Шуйттан ӑна сӑрласа кӑтартнӑ пекех хӑрушӑ мар…» Андрей кӑшт ҫӗкленсе пӑхрӗ. Чӑнах иккен: пӗр танкӗ — чи малта пыраканни — ҫул тӑрӑх ыткӑнса, тусан кӑларса пырать, ыттисем вара пурте, умлӑ-хыҫлӑн чӑсӑлса, хыҫалтан пыраҫҫӗ, ланкашкасене ана-ана каяҫҫӗ, тӗпексем ҫинче сике-сике илеҫҫӗ. Бурназян мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, Алексей унӑн аллинчи шултӑра та ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ конверта туртса илчӗ те тулалла чупса тухса кайрӗ, — чӳречерен курӑнакан Бурназян тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ, пӳлӗм варринче тӑракан учительница ҫилленсе кайрӗ. Разметнов хӗрӳленсе кайрӗ, анчах самаях лӑпкӑн ҫапла каларӗ: — Эпӗ вӗсем камсем пулнине тӗрӗсличчен вӗсем хатӗрлеме пултараймаҫҫӗ. — Утӑр ман хыҫҫӑн! — терӗ вӑл мана, алӑран тытса. Халь ӗнтӗ сан аллуна тӳрлететӗп, сержант юлташ, тӑхта акӑ. Эпир ҫав тери выҫӑ; унтан тата пӗр бутылка шампански лартма хушӑр. Унта, юханшыв сарӑлса пӗчӗк бухта тунӑ ҫӗрте, сӑвайсем ҫинче пӗр вӑтӑра яхӑн ҫурт ларать. — Ҫитет! Питлӗх-хӳтлӗх ҫине ӳкернӗ Сфинкс пуҫӗ? Тата ытларах ҫывӑрас килет, Ҫаплах-ха пирӗн ҫумран ҫуран тӑман вӗҫтерет. Хапха ҫинчен ял Советне те, колхоз правленине те пӗлтерчӗ. — Кам ӑнланать ӑна? — ыйтнӑ Фома. Аннушка хӑй пытанса тӑнӑ вырӑнтан тухрӗ те, хуллен тавралла ҫавӑрӑнчӗ, — унӑн ача урисем ҫӑра курӑк ӑшӗнче аран-аран ҫеҫ сасӑ парса пыраҫҫӗ, вӗтлӗх ӑшӗнчен старик ҫывӑхнех тухса тӑчӗ. Вӑл, пӑркаланса илчӗ те, ывӑлӗ енне аллине тӑсса:— Яра пар, Серёжа, пӗр тӑвалла хӑпара пуҫланӑ пулсан, чӑрмантармӑп, анчах эсӗ пиртен пӑрӑнса ан ҫӳре, килкеле, — терӗ. Ӑна эпӗ пӗлетӗп. Ҫывӑраканскер йынӑшса илчӗ, пӑртак хутлансарах выртрӗ, унӑн пичӗ уйӑх ҫути ӳкнӗ тӗле лекрӗ. — «Аппу сан питӗ лайӑх калать. Хӑйӗнчен йӳҫек сухан шӑрши кӗрет тата ҫавӑнтах Корчагин унтан эрех шӑрши кӗнине те сисрӗ. Корчагин ун пек калаҫма юратать. Латынла эрехе мӗнле калаҫҫӗ? Дик Сэнд ҫак ҫӗр ҫине сехӗрленсе ӳксе пӑхрӗ — кунта шалти Конго ҫынҫиенӗсем пурӑнаҫҫӗ, халь ун урлӑ ҫулҫӳревҫӗсен ҫуран каҫмалла, малалла юханшывпа ишме май ҫук. Пилот аслатиллӗ пӗлӗт витӗр вӗҫсе тухнине те киленсех кӗтрӗм эпӗ, — керменсем евӗр курӑнакан ҫиҫӗм касса ҫуракан аслати пӗлӗчӗсене эпир Череповец ҫинче тӗл пултӑмӑр. — Анчах пӗлетӗр-и эсир: эпӗ тин ҫеҫ кунта килтӗм тата мӗнпур вӑйпа вӗҫтерсе килтӗм. Пурӑнма пултарсан, ан тив, пурӑнтӑр вӑл… Пӗтӗм ял-йыш, пӗр ҫын юлмиччен пуҫтарӑнса, вунсакӑр ҫухрӑма, сӗм вӑрманти ӗлӗк каснӑ вырӑна тарса килнӗ. — Калӑр-ха, Паганель, пирӗн экспедици мӗн тума ҫӳренине тата эпир мӗншӗн пӗрмай хӗвелтухӑҫнелле кайнине ӑнлантарса пама пултарӑр-ши ӑна? Ураписем тахҫанах ӗнтӗ ҫаврӑнма пӑрахнӑ, пӑрӑс каскисем мӑкланса ларнӑ, кивӗ шлюзсем витӗр, пӗр чарӑнми шӑнкӑртатса, темиҫе тӗлтен шыв сӑрхӑнса юхса тӑрать. Пӗчӗк те лайӑх туфли ҫине ҫутӑлакан шӑрҫасем ҫӗлесе лартнӑ тата тӗрлӗ тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗсем тунӑ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ комитет решенине пӑхӑнатӑп, анчах мана ҫапах та комитет вак-тӗвек ҫине ытларах ҫаврӑнса пӑхнипе чи пысӑккине: м-мон-синьор М-монта-н-неллие куҫран вӗҫертнӗ пек туйӑнать. — Ҫапла эпӗ вӑтӑра ҫити пурӑнтӑм. Кунта вара Яша ҫӳҫсӗр тӑрса юлчӗ. — Анчах та, паллах, вӑл япаларан тарас пулать. — Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ калатӑп: ҫынна, вӑл сана кӳрентернӗ хыҫҫӑн, питӗ те намӑс пулма кирлӗ. Ну, Николенька, — хушса хучӗ вӑл, тӗрӗк пуҫӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхма чарӑнмасӑр, ура ҫине тӑрса, — юлашкинчен пире хӑвӑрӑн вӑрттӑнлӑхӑра, кукамӑра мӗн парнелессине пӗлтерсемӗрччӗ. Ӑна тара тытнӑ Халл капитанӑн куҫӗ витӗр пулнӑ пулас: «Пилигрим» ҫинче ӗҫлеме пуҫланӑранпа Негоро пӗр ӳпкев те илтмерӗ. Гаер, калаҫнӑ май, ман ҫине пӑха-пӑха илет, эпӗ хӗвелпе кайӑксене алапа хуплатӑп. Мӗнпур япаласем каҫ шӑплӑхӗнче уйӑх ҫутипе ҫиҫсе тӑраҫҫӗ. Чаплӑ кӗнеке ӳкни, ытти чаплӑ япаласем ӳкнӗ пекех, нумай шав турӗ тата темӗн чухлӗ тусан ҫӗклерӗ. Халь Уҫӑпа чӗнсе килес пулать. Бояркин хӑй умне васкавлӑн лартса панӑ апата ҫисе те яраймарӗ, — Макариха Осип Михайловича чӗнсе тӗ килчӗ. Ку та ҫителӗклӗ пулчӗ, — залра майӗпе чуна хӗсекен шӑплӑх пулса тӑчӗ. Каллех нимӗнле ответ та пулмарӗ. Ҫак ҫулӑн вӗҫне ҫитсен, эсир ҫул юппи куратӑр, унта ҫул уйрӑлса каять, эсир сулахаялла кайсан шӑпах Доле, хӗрсе пыракан ҫапӑҫу хирне тухатӑр. Павел Серёжа патне кайрӗ. Жухрай, хуларан тухса кайма тесе, каҫа кӗтсе юлчӗ. Ӑна хӗрхеннипе, тӗлӗннипе эпӗ шӑнса кайрӑм. Эпӗ вырӑн ҫине выртрӑм, выртмасӑр — ара 6 сехет те ҫитнӗ ӗнтӗ, урамра такам тата шӑпӑрӗпе чӑштӑртаттарать. Ежов ун ҫине пӑхса илнӗ те, аллисемпе пуҫне сӑтӑркаласа, тӗлӗнтермӗшлӗн кулса янӑ. Ыттисем те». Макҫӑм шухӑша кайрӗ. Варламов валли эсир ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр шутлӑр, эпӗ вара Гусевич валли шутлам. Майор та лӑпкӑ сассипе ҫапла каланине илтрӗҫ ҫулҫӳревҫӗсем: — Пӗтнӗпе пӗрех! Юлашкинчен, вӑл ҫирӗппӗнех ҫапла ӗненсе пурӑнни те паллӑ: тӳпере турӑ пур, Вольтерпа вольтерианецсем тамӑк хуранӗнчен ӑшаланаҫҫӗ, нумайӑшӗсен шухӑшӗпе, Макҫӑма та ҫав шӑпах кӗтсе тӑрать. Ҫынсем ӑна хӑнӑхса ҫитрӗҫ, хӑш чухне апат таврашӗ те паркаларӗҫ. Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! Том мистер, кирлӗ пулсан, эпӗ тем тума та хатӗр, анчах эсир Гекпа иксӗр ҫакӑнта хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен йӑтса килетӗр пулсан, эпӗ кунтан тухса таратӑп. Чӑн калатӑп сире! Эпӗ унпа юлашки хут сывпуллашмасӑр уйрӑлма пултараймарӑм. Вӑл пӗчӗк ачасем пекех ӳсет. Павел чӗнмерӗ. Ман анне Варвара Дмитриевнӑччӗ, вӑл Дмитрий Николаич хӗрӗ пулнӑ, сирӗн кукамӑр вара — Наталья Николаевна. — Сӗтев нумай патӑн-и? — ыйтрӗ Оленин. Кунта айлӑмалла илсе каякан ҫулсем; акӑ кунта сукмаксем тата тусем хушшинчи вӑрттӑн вырӑнсемпе ҫӗр айӗнчи ҫулсем. — Аван, аван! — Ҫӑра уҫҫисем унтах-ши-ха тата? — Провинцисем вӗт вӗсем, патшалӑхсем мар, — терӗ Толине. Si vois le, voyez, je vous pris bien de lui faire mes compliments. — Сарitaine Latour, — тет вӑл, пуҫ тайса. Эпир ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑмӑр та, вӑл пире: «Эпӗ сире алӑксемпе чӳречесене парса яма пултараймастӑп. — Лартӑр эппин, — терӗ экзаменатор, учительница енне ҫаврӑнса, — тепӗрне чӗнтерӗр. Вилес умӗн ашшӗ каланӑ вӗсене: «Пайланӑ чух харкашу ан пултӑр тесе, хам уйӑрса хӑваратӑп эпӗ сире чӑн тивӗҫлӗхпе. Сӑмах май каласан, Мельбурн портне хӑварнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хамӑр ӑҫта кайнине никама та пӗлтермерӗм. Ун ҫинчен экипаж Австрали ҫыранӗсем курӑнми пулсан тин уҫӑ тинӗсре кӑна пӗлчӗ. Мӗншӗн эсир ун пек чӗтресе кайрӑр? — Халӗ ӗнтӗ ӗҫе тытӑнар, господасем! Ӑна аялтан Миките ӑшӑтнӑ, ҫӳлтен — тӑлӑп, унӑн аллисемпе урисем кӑна шӑна пуҫланӑ, — аллисем тӑлӑп хӗррисене тытса выртнӑ пирки шӑннӑ, урисем — вӗсем ҫинчи тӑлӑпа пӗрмаях ҫил уҫа-уҫа янӑ пирки. Пирӗн халь ӗҫ пит нумай, пит нумай. — Ҫук, савнӑ Ла-Вьевиль, эпӗ ҫав Гастон ҫине кӑштах урӑхларах пӑхатӑп, Геменэ патӗнчи ҫапӑҫура ҫар чаҫӗсене ӑста ертсе пычӗ вӑл. «Мӗнле кайса килтӗр?» терӗ кошевой, паром ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑнсан. Ку мӗнле юлташ пулчӗ тата? Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл тӑнӑ та аллейӑпа утса кайнӑ. — Ман кил-ҫурта ҫавӑн пек чаплӑ ят пама тивӗҫлӗ мар. Унӑн сассинчен ӑшӑ ҫапрӗ, чакӑр куҫӗ амӑшӗн питне ҫемҫен ачашларӗ… Ним ӗҫлеме ҫуккипе вӑл карчӑка пур примуссене, керосинкӑсене юсаса пачӗ, выключательсемпе штепсельсене тӳрлетрӗ, карчӑк ыйтнипех хайхи Алевтина Аркадьевнӑна, сӑмах майӑн каласан, эмалированнӑй бидона тавӑрса паманнипе тарӑхтарнӑ хӗрарӑма, кофе авӑртмалли пӗчӗк армана юсаса пачӗ. Тӗрӗссипе, хӑвӑрт юхакан шывпа ишни унччен вӑрманпа пынӑ пек питех ӗшентермест. Ҫапах та кӑнтӑрла хӗвел пӗҫертни, каҫхине нӳрлӗ тӗтре, вӗтӗ шӑна тапӑнни ку ҫулҫӳреве те асаплӑ туса хучӗҫ. Ӑна кӳрентерес тесе эпӗ:— Нумай пӗлетӗн эсӗ! — тесе кӑшкӑрса ятӑм, — авӑ лавка тытакан арӑм, Хлыст аппӑшӗ, вуҫех ватӑ та, хӑй ҫапах каччӑсемпе пит явӑҫса пурӑнать-ҫке! Хутор тӑрӑх йытӑсем пыршӑ-пакартасем сӗтӗрсе чупкаласа ҫӳреме тытӑнчӗҫ, нӳхрепсемпе кӗлетсем аш-какайпа тулса ларчӗҫ. Мана ӑраснах Петӗр эртелӗнчи чи аслӑ та чи лайӑх работникӑн, каменщик Ардальонӑн историйӗ тӗлӗнтерсе ячӗ. Пӗрлешӳллӗ пурнӑҫа кашниех пысӑк та хаклӑ пай панӑ, тӑкак пуласран хӑранӑ. Ирхине Лена канашӗ тӗрӗс мар пек туйӑнчӗ Воропаева. Ҫапах та епле лайӑх! Мӗн? Вӑл ывӑлӗн кӗлеткине хӗнесе, ҫуркаласа, юнлантарса пӗтернӗ пек курчӗ, ҫак шухӑш ун кӑкӑрне пысӑк сивӗ чул пек пусса хучӗ. — Мӗн шухӑшлатӑп-и? Йӗнер пуҫӗнчен кӑкарнӑ та хыттӑн карӑнса ларнӑ лассо вӗҫӗнче вӑл тыткӑна илнӗ юлташне сӗтӗрсе килнӗ. Оленин урапа ҫине ларчӗ. Анчах ниепле те ӑнланаймастӑп: король мӗнле инквизицине лекме пултартӑр? Жоржетта урай тӑрӑх упаленсе кайрӗ те кивӗ кресло тупрӗ; кресло сӑранне шӗкӗ ҫисе шӑтарнӑ, унӑн шӑтӑкӗсенчен лаша хӗлӗхӗсем тухса тӑнӑ. Малтан вӗсем хӑйсене иккӗлентерекен ҫынсенчен кама айӑпласси ҫинчен пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлаҫҫӗ, вара ҫав ҫынсен ҫырӑвӗсемпе хучӗсене туртса илтерттерсе хӑйсене сӑнчӑрласа ларттарма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑнпа-и, е урӑх сӑлтавпа, анчах та Паганель Окленда кайни шыравсене малалла тӑсассипе ҫыхӑнма пултарасси ҫинчен пӗр сӑмахпа та асӑнса илмерӗ. Артиллери халь ытла хытах пемерӗ. «Эх, пурпӗрех-ҫке. — Эсир ыран ответ илӗр. Калаҫма пуҫларӑн иккен, кӑвакарчӑнӑм, калаҫатӑн иккен! Вӑл хӑй пиншер станокпа ӗҫлет, хӑвӑртрах та хӑвӑртрах ӗҫлет, унӑн мими пиншерӗн вылянакан ӑсасемпе явӑнса тӑракан шпулькӑсем ҫинчи ҫиппе хутшӑнса кайнӑ. — Бек, савнӑскерӗм, тархасшӑн, кайрӑмӑр… Анчах пирӗн урӑх ҫул суйласа илме май ҫук, кашни утӑмрах пӗчӗккӗн те пулин ҫӗр варринелле ҫывхарса пынӑ вӑхӑтра нимӗн пирки те кӳренмелле пулмарӗ. Вӑл пур чухне Мария Гавриловна, шухӑша кайма пӑрахса, хӑйне чӗрӗрех тытнӑ. Зоя лешсенчен малтан калиткене уҫрӗ, сада чупса кӗчӗ те: «чупкӑнсене илсе килтӗм!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Э-э, атте! — терӗ те Марийки, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерчӗ. Пӗр секундӑлӑха вӑл чарӑнса итлесе тӑнӑ. — «Ларӑр ман урапа ҫине, вырӑн пур, эпӗ сире лартса кайӑп… Ку аслӑ карташне ӗлӗкренпех кирлӗ-кирлӗмар япаласемпе тултарса пурӑннӑ. — Пӑхӑр укҫа та пулин, е тата, сӑмахран, табакерка юлнӑ пулинччӗ. Мӗн куҫусене мӑчлаттаратӑн! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл Виктора. Эсӗ тӗлӗкре хӑвна вӑрттӑн пулӑшма сӑмах паракан епле те пулин чӗрчуна е кайӑка курачченех типӗ тытатӑн. — Эпӗ икӗ перевал пӗлетӗп, сӑртсен кунти пайӗсенче ҫавсенчен ҫеҫ каҫса кайма пулать, — терӗ вӑл. Атя-ха луччӗ паян мӗнле пурӑнасси ҫинчен шухӑшлар… Хам мӗн туйса тӑни пур ҫӗрте те кирек хӑҫан та сан туйӑмупа кӗрешетчӗ. Пӗр ҫӗмренӗ кӑштах ман сулахай куҫа лекетчӗ. Ҫапла пуҫсӑрланса хӑтланнӑшӑн ҫиленсе кайнипе полковник ӗҫе пуҫаракансенчен улттӑшне тытма хушрӗ. Вӗсене асаплантарма ман алла пама шутларӗ. Салтакӗсем сӑннисен мӑка вӗҫӗсемпе тӗккелесе пуҫсӑрсене ман пата хӑваласа пычӗҫ. Ҫыран хӗрринче десант баржин ванчӑкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Хула ҫыннисем юнлӑ чӳклӗхе кӗпӗрлене-кӗпӗрлене тулаҫҫӗ, асса-ӑншӑртланса ташлаҫҫӗ-силленеҫҫӗ, туйӑмлӑ киленӗҫпе савӑнаҫҫӗ, эрехпе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, хаклӑ мул-пуянлӑх сапалаҫҫӗ. Анчах лешсем итлеменнине кура, вӗсен умӗнче хӑйӗн хисеплӗхне тытас тесе урӑх нимӗн те каламасть вӑл. Темӗн каларӗ вӑл, анчах эпӗ, ӑна Иван Павлыч епле йышӑннине пӑхаканскер, вӑл мӗн каланине илтмерӗм, Иван Павлыч ун валли чей тултарасшӑнччӗ, вӑл чарса тӑчӗ. Мӗн калӗ ашшӗ, манӑн директор? Ро-та, иккӗ! Горизонт — йӗри-таврах, ҫып-ҫывӑхра, алӑпа перӗнеетӗн тейӗн. Эпӗ кукамая паллаймастӑмччӗ: тутине йӑвашшӑн пӑчӑртаса тытса, пӗтӗм сӑнӗ-питне палламалла мар улшӑнтарса, вӑл алӑк патӗнчи тенкел ҫине, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ патне хуллен пырса ларатчӗ те, айӑплӑ ҫын пек чӗнмесӗр йӑмӑкӗ ыйтнисене хирӗҫ хуллен, парӑннӑ пек ответлетчӗ. — Хӑвӑрах каларӑр-ҫке-ха, кирлӗ мар тесе devant les domestiques, — хушса хучӗ Шубин ҫурма сасӑпа. Ун хыҫҫӑн хӑвалаканӗсем пӗр сасӑ та кӑлармаҫҫӗ. Сӑмах — чӗре таппийӗн хӗлхемӗ», — ҫапла каланӑ патша. — Паянах, вунӑ сехетре вӑл аэродромран таврӑнать. Сыв пулӑр халлӗхе! Мӗншӗн-ха?.. Пӗр виҫӗ километр пек кайсан, малта пыраканни колонна пит кая юлса пынине илтрӗ те, тыткӑнри ҫынсене кӑшкӑрса пӑрахас тесе, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хӑть куҫҫульпе ҫӑвӑн та, вӗсем мана ҫӗр патне ҫитермеҫҫӗ, ӳкме памаҫҫӗ! «Ҫӗрле пурӑнатӑп!» — шухӑшларӗ вӑл. Анчах та вӑхӑт ытлашши нумаях мар-ха, — вуникӗ сехет патнелле ҫеҫ ҫывхарать. Эпӗ ним шарламасӑр тӗлӗнетӗп: ҫын мӗн ҫинчен шухӑшланине ыйтма юрать-и вара? — Ха, суйласа илнӗ чун — ку вӑл, паллах, эсир? «Мӗнле-ха, аттерен ырӑрах-и вара эпӗ?» — ыйтрӗ Артамонов хӑйӗнчен хӑй, хӑй чӑнах та ырӑ кӑмӑллӑ е усал ҫын пулнине тавҫӑрса илеймесӗр. Гитлера парӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем хӑйсене асап куракансем вырӑнне хунӑ. Василий пуп ҫӗкленчӗ, пуканне айккинелле тӗртсе лартрӗ, унтан пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса тӑнӑ ачасем патне пырса тӑчӗ. Питӗ вырӑнлӑ пулать. Ҫавӑнтах, Якова ыталаса илесшӗн пулнӑ пек, аллисене ик еннелле сарчӗ, анчах ҫав самантрах пӗр аллине антарчӗ, теприне малалла тӑснипех тытса тӑрса ҫӳлелле ҫӗклерӗ, пенснине тӳрлетрӗ, аллине каллех тӑсрӗ те семафор пек пулса тӑрса, хӑй ыранах Мускава каясси ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл вара Павелпа выляма тытӑнчӗ, а эпӗ ҫавӑнтанпа вара ывӑнма пӗлмен элекҫӗ ятне туянтӑм. Саша ҫиленетчӗ: — Ухмах, эпӗ саншӑн ача мар, иккӗмӗш приказчик эпӗ! — тетчӗ. Андрей туйса илчӗ: халь вӑл хайне хӑй ытларах шанать, халь ӗнтӗ вӑл хӑюллӑрах. — Уездри лекарӗн тамӑк чулӗ пулмарӗ-и вара? Эсир мана ҫӗнӗрен пӗтересшӗн пулсаттӑр, анчах халиччен мӗн тунинчен те ытлашшине тӑваймастӑр ӗнтӗ эсир — ниҫтан тӳрлетме те ҫук. — Вӑл хурӑнпуҫлӑ ҫӗлен — чӑхӑ анчах-ха, — терӗ татах Стумп. Алексей протезсем хӑйне ҫыхлантарса лартнине сахалтарах туйнӑ. Вӗсем майӗпе унан урисем ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек пулса пынӑ. Калчо татах флягине ҫӗклерӗ вӑл тинех асӑрхарӗ халиччен хӑй курман ҫын ларнине. Эпӗ сигнал парса систернине хирӗҫ никам та чӗнекен пулмарӗ. Ҫапах та эпӗ хамӑн ещӗке малаллах сӗтӗрсе пынине уҫҫӑнах туйрӑм. Пӗр сехете яхӑн иртрӗ. Сасартӑк ещӗкӗн ӳчкӗлсем ҫапнӑ енӗ темӗскер хытӑскер ҫине ҫапӑннине илтрӗм. Пӗрисем каналсене типсе ларнӑ авалхи юханшывсен ҫулӗсем, теҫҫӗ, теприсем вӗсене типнӗ ҫӗр ҫурӑкӗсенчен пулса кайнӑ питӗ пысӑк ҫырмасем вырӑнне йышӑнаҫҫӗ. — Ан юл, старик, — терӗ Алексей шӑл витӗр. — Ӑна тума пӗлеҫҫӗ вӗсем, — терӗ йӗкӗт, куҫ харшине пӗрсе. Огнянов ҫилленсе илчӗ. Стара-Загорӑра ята ятӑмӑр та , халь ҫынна куҫран пӑхмашкӑн та намӑс… Тата пӗр хӗрӗх утӑм кайсан, эпир вӑрман хӗррине, шӑп хӳме умне тухса тӑтӑмӑр. Эпир ун патне унӑн кӑнтӑр енчи шӑпах варри тӗлне ҫитсе тӑнӑ мӗн. Российӑна эсир, господасем, питӗ сахал пӗлетӗр, — акӑ мӗнле вӑл!.. Пӗр шутласан, тӗлӗнмелле те, ӑнланмалла та мар: ҫак шурса кайнӑ пӗчӗкҫеҫ трубач ҫумӗнче тӑракан маттур та яштака, матрос кӗпи тӑхӑнса янӑ ача вылять-ши, шӳт тӑвать-ши? Унпа слободкӑри рабочисем тӗл пулса сывлӑх сунчӗҫ, вӑл, салху халӑх хушшипе иртсе пырса, ҫынсене ним чӗнмесӗр пуҫ тайрӗ. Вӑл темӗн мӑкӑртатрӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫаврӑнӑҫулӑх тӗлӗшӗнчен ашаксем ехусенчен каярах шутланаҫҫӗ, анчах вӗсем ехусенчен вӑйлӑрах, чӑтӑмлӑ та йывӑр япаласем ытларах йӑтма пултараҫҫӗ. Вӗсем, хуткупӑса итлесе, ӗлӗк мастеровой пулнӑ, халь военкомра тата комсомол секретарӗнче тӑракан Павелӑн сӑмахӗсене те итлеҫҫӗ. — Ирӗклӗх те тет-и, ҫапла-и? — йӗкӗлтешсе кулчӗ вӑл хаяррӑн. — Вӑл ӑҫта? Малтанхи приказчикӗ малтанхи вӑхӑтра хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗччӗ: Василий Николаич килес умӗн хресченсем патне килӗсем тӑрӑх ҫӳресе тухнӑ, пурне те пуҫ тайнӑ, — кушакӗ камӑн какайне ҫисе янине пӗлнӗ пулас! Ҫар ҫыннисем пулмасан та, вӗсем хӗҫпӑшалланнӑ. — Эсӗ мана хирӗҫ тухрӑн-и мӗн? — Эпӗ, сирӗн преосвященство, сире унпа пӗртте калаҫтармӑттӑм, ҫакна эпӗ сире хисеплесе калатӑп. — Паян каҫхине вӗсем кунта хӑнана пухӑннӑ. Ваннӑра ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн тӑраткаланӑ хӗрлӗ ҫӳҫ пайӑркиллӗ пижам тӑхӑннӑ Ромашкӑна хам умрах курнӑ пек туйрӑм эпӗ. — Полк ҫинчен ыйтатӑн эппин? — терӗ те Юргин, хӗрсе кайсах ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерме тытӑнчӗ. — Ҫапла, тӗрӗсех, — тата? Купец… ҫаплах пулмалла ӗнтӗ: купец вӑл улпут пек мар. Купец вӑл ухмахланма памасть; ҫиленсен вара — пӗрре хӗнет те, ӗҫӗ те пӗтет. Монтанелли сасартӑк вӑраннӑ пек тайӑлса илчӗ, унӑн тутисем чӗтресе сиккелеме пуҫларӗҫ. Бризигеллӑра пасар кунӗ пулнӑ. Ирхине колхозран тухнисенчен аллӑшӗ колхоза илме ыйтса заявлени пачӗҫ. Ылттӑн сийсемпе виттерсе, пилӗкҫӗр питлӗх тума хушнӑ Соломон хӑйӗн сыхлавҫисем валли. — Кунта! Мӗнле те пулин карап ҫине вырнаҫас пулать. Анчах ку ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫамки ҫинчи йӗрӗсем те ҫухалнӑ. Эп хам мӗн каланине пӗлетӗп… Эсир тата мӗн ятлӑ? Тункатасем ларакан ҫыранпа ҫуннӑ вӑрман енчен шыв шарласа юхни илтӗнет. Турӑшӑн! Ну, эпӗ унпа пӗрле Иван Яковлевич патне кайса килтӗм, мана ҫав лайӑх ҫынна кӑтартнӑшӑн эпӗ ӑна хытӑ тав тӑватӑп. Гуигнгнмсен советӗнчи нумай вӑхӑта пыракан вӑйлӑ тавлашусем. Хӳшӗре хӗрарӑм пулнӑ. — Сӑмаха тӑсса ан тӑр-ха, хӑта, — терӗ Макариха, салхуллӑн. — Ну, эпӗ ӗнтӗ ун ҫулне пӳлмелле… — хай сӑмахне малалла тӑсрӗ Ерофей Кузьмич. — Ниҫта та каймасть… Мана натуралистсем тӗлӗнтереҫҫӗ, вӗсем тем мурӗшӗн ҫак йывӑҫсене «эвкалипт» тесе ят панӑ. Вӑл хӑйне валли вилсен те ҫухалмалла мар чап тупре: вырӑнти хаҫат ӑна пӗлӗт патне хӑпартсах мухтарӗ. Элен куҫӗсенчен шыв юхтарса упӑшки патне пычӗ те, ҫирӗп сассипе ҫапла пуҫларӗ: — Эдуард! Григорий Иванович хулпуҫҫисене кӑшт ҫӗклесе илнӗ те унпа урӑх тавлашса тӑман, мӗншӗн тесен вӑл унпа калаҫса ним ӗҫ те тухас ҫуккине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та ытарайми уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн канма кайнӑ. Хытӑ тӑпра ҫине персе анса, вӑл тӑнне ҫухатать. Чим-ха, таҫтан тытрӑм… Лукашкӑна вӑл ҫураҫнӑ кунранпах курмарӗ, пӗр шухӑшсӑр, лӑпкӑн туй вӑхӑтне кӗтрӗ. Чӑн та ӗнтӗ, вӑл урӑх ӑнран кайнипе анраман, ҫапах та вӑйӗ унӑн чакнӑҫем чакса пынӑ. Ҫак йывӑр кунсенче Тая савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерет: — Павлуша, эпӗ парти кандидачӗ. Танксем килсе кӗме май пуртарах участоксенче артиллеристсем противотанковӑй тупӑсем вырнаҫтарса лартрӗҫ. Нимӗҫсем енче шӑп. Нимле сасӑ та илтӗнмест. Чӳречесем умне йӗкӗтсем тухман-ха; пӗр уйӑх ҫеҫ вӑрттӑн пӑхкаласа илет унталла; капӑр тумланнӑ хӗрсене хӑвӑртрах урама, кӑчӑрти юр ҫине тухма чӗнет тейӗн. Тарас малти пӳлӗме кӗчӗ. Ырӑ тунӑшӑн мӗнле тав тӑвас-ши ман сире! — терӗ Луиза. Кайран… Эпир часах ҫавӑнта лекес пек туйӑнать мана. — Маша Деренковӑна илетӗп… Акӑ хӗрлӗ сухаллӑ дворниксем икӗ енчен те экипажсем патне чупса ҫитеҫҫӗ, кӑмӑллӑ сӑмахсемпе илӗртсе тата аллисене сулкаласа, вӗсем иртсе ҫӳрекенсене пӗринчен тепри ытларах хӑйсем патне илсе кӗме тӑрӑшаҫҫӗ. Тпру! Мӗн ҫинчен агитацилетӗн? Мана паян ирхине тӗрмере ларакан патне курма кӗртрӗҫ. — Акӑ — кур! Пӑх-ха эсӗ, мӗнле хаклӑ япалана тӑкса пӗтерчӗҫ!.. Мӗн тума вӑйӑ калама пуҫламаҫҫӗ? — кӑшкӑрчӗ Белецкий, чӳрече витӗр карӑнса. Мӗнле хӗпӗртесе мухтанать вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗрӗ-шывӗпе, ун телейӗшӗн тесен вилме пулсан — вилме те хатӗр, унран та ытлараххи тата — Болгари телейӗшӗн пӗтӗм вӑйне-кунне парса кӗрешме ӗмӗтленетчӗ-ха вӑл! КУНТА КАҪСЕРЕН ҪЫНСЕН САЧӖСЕНЕ ҪАРАТСА ҪӲРЕКЕН ЙӖКСӖКСЕМ ЛАРАҪҪӖ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ. Акӑ пирӗн юлашки ҫурта татӑкӗ. — Чарӑн, киревсӗрскер! — Ман ҫамрӑк тусӑм, Кванза хӗрринче манпа тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ пек, унта пыратех, эпӗ ҫакна шансах тӑратӑп. — Кай, йӑлӑхтарса ҫитертӗн! — кӑшкӑрчӗ хӗр, урипе тапрӗ те Оленин ҫинелле хӑмсарса пычӗ. Фома Маякин хӗрне юратман; каярах тата, хреснашшӗ Любӑна хӑйне качча пама шухӑш тытнине пӗлсен, вӑл унпа хирӗҫ пулассинчен те тарса ҫӳренӗ. Мери княжнана ҫакӑн ҫинчен малтанах асӑрхаттарма ас туман эпӗ. Е сирӗн нумай пурӑнас килмест-и? Анчах Дегтярев, сывлӑшӗ пӳлӗне-пӳлӗне килет пулсан та, ура ҫине тӑма пуҫларӗ. Вӑл хӑвӑрт сывлӑх сунчӗ, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, хыпаланса чей ӗҫме пуҫларӗ. Ҫавӑнпа хуҫасем ӗненмесӗр:— Хӑш чиркӳре пултӑн? Ҫавӑнпа кичем вӗсене… Алӑка шаккатӑп та — питӗрнӗ, анчах пӳртре такам мӗскӗнӗн йӑнӑшни илтӗнет; Ӑна тытакан ҫынна виҫҫӗр доллар параҫҫӗ. Хӗвел тӳсме ҫук хытӑ хӗртрӗ, унан пайӑркисем шыв ҫинче вылярӗҫ, майӗпе хӑмӑш кӑштӑртатрӗ, симӗс бархат тӗслӗ шӑрчӑксем пӗр хӑмӑш туни ҫинчен теприн ҫине пӗр сассӑр вӗҫе-вӗҫе каҫса ларчӗҫ. Вӑл харлаттарса ҫывӑрнине Марийка пӗрремӗш хут илтрӗ. Ӑна: ш-ш! тесе чарса лартрӗҫ. — Тен, халӗ те шыраҫҫӗ. — Чӑнах та, эпӗ сире ӗнентерсех калатӑп, вӑл хӑравҫӑран та хӑравҫӑ, Печорин ҫинчен калатӑп, Грушницкий ҫинчен мар, — Грушницкий маттур, ҫитменнине тата вӑл манӑн тӳрӗ тус! — терӗ каллех драгун капитанӗ. — Сана мӗн ӗҫ? Санӑн чӗрӳ ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан, ӑна пулӑшмаллаччӗ, анчах та хӑвӑн ҫав ӳсӗрпе хупахра лармалла марччӗ. Пӗлетӗр-и, ачасем, ак ҫак сӳпӗлти Хӗрлӗ Ҫара тарса каясшӑн! Эпӗ кӗсрене тухса йӗнерлерӗм, крыльца умне илсе пытӑм. Пӑхсамӑр, ара, курсамӑр, туршӑн та, ҫак мещенле пехетлӗхе! Унӑн сӑмахӗсем, хреснашшӗн куллипе пӗрле, Фома кӑкӑрӗнче кӑвар чӗртсе янӑ пекех туйӑннӑ. Судья шухӑшласа илчӗ те ҫапла каларӗ: — О-о! Поезд патне тухса кӗмелли пур алӑксене те ҫак комисси отрячӗ сыхласа тӑрать. — Ну, кунта эпӗ сана нимӗнпе те пулӑшма пултараймастӑп. Унсӑр хӑтӑлма ҫук ӗнтӗ. Кала — мӗн пулчӗ? — ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахнӑ старик. Асту, тӑванӑм! — Паспорт парӑр. Икӗ тиншӗк йӗнерлӗ лашасене чӗлпӗрсенчен тытнӑччӗ: кавалеристсем пӑрахӑҫланӑ хыҫҫӑн Олизар нумаях пулмасть туяннӑ ватӑ хӑмӑр кастаркӑҫпа Бек-Агамаловӑн йӑрӑс, чӑтӑмсӑр, вутла ялкӑшакан ҫиллес куҫлӑ ылттӑн кӗсрине. Ҫак сумка хут вулама юратакан пӗр хӗрарӑм аллине пырса лекет. Анчах шуйттан хӑйӗн йытӑнни евӗр сӑмси-ҫӑварне ун сылтӑм хӑлхи патне илсе пычӗ те, пӑшӑлтатса каларӗ: «Эпӗ ку — сан тусу, юлташӑмшӑн, тусӑмшӑн тем туса пама хатӗр! Сильвер тавӑрас шутпа Джордж Меррине часовой пулма тӑратрӗ, мӗне те пулин пӑхма ӗлкӗрейменшӗн вӗлерессипе хӑратрӗ. Анчах та Кораблев алли сӗтел ҫинче палӑрмаллах ҫӗкленчӗ, эпӗ пӑлханма чарӑнтӑм. — Юрӗ, юрӗ, тӑвӑпӑр! Мӗнле тумалла мар вара? Пит аван! Хамӑн тӑрантас ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑппӑн-шӑппӑн, никам та илтмелле мар, ҫӳлти улӑма туртма пуҫларӑм, шӑтӑк турӑм та ҫӳле тухрӑм. Апатне вӗсем тӑрӑ та таса шывпа сыпса ҫирӗҫ, шывӗ вара вӗсемшӗн пӗтӗм тӗнчери мӗнпур эрехсенчен те тутлӑрах пек туйӑнчӗ. Тӑван ҫӗршыв? Сӑпкалӑх? Аттесен тӑпри? Алтарьсем?.. Салтак чысӗпе ҫар йӗрки тата? Чӑн та, ӑҫта та пулин ҫын килне ӗҫлеме кайнӑ пулӑттӑм: мана ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ. Ӑна колхоза парнелетӗп. Ни эрех, ни сикера тӗтрелетеймерӗ ассирсен ҫирӗп пуҫӗсене, салтаймарӗ вӗсен чее чӗлхисене. Вӑхӑт кӑштах иртсен, эпӗ хам вӗренекен сӑмахсене кӗнеке ҫине хуҫа умӗнчех ҫырса пыма шутларӑм. Хӑй карапӗ ҫинче вӑл «турӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫын» пулчӗ, анчах тинӗсре ҫилпе, хумсемпе пӗр турӑ ҫеҫ хуҫаланчӗ. Сан кӗсьерен, ав, эрех кӗленчи курӑнать. Унтан вара кая юлчӗ, калама май килнӗ вӑхӑчӗ те иртсе кайрӗ. Кивҫен панине илеҫҫӗ-ха вӗсем, анчах илнисене тавӑрса пама нумай вӑхӑт иртсен те каялла тавӑрса параймӗҫ. Нимӗнле савӑнӑҫ та курмастӑп санран, Марьянушка! — Памфлета начар ҫырнӑ теместӗп эпӗ, анчах эсир вуласан лайӑхрах пулӗччӗ. Анчах та вӑл калама ӗлкӗреймерӗ — алӑк ярах уҫӑлчӗ те пӳлӗме хӗрлӗ сӑмсаллӑ пӗчӗк старик кӗрсе тӑчӗ; вӑл кӑтра пуҫне ҫинҫе чӗнпе ҫыхнӑ, аллинче унӑн пӗр бутылка эрех, хӑй ӗнтӗ самаях ӗҫнӗ. «Кошевой та лайӑх каласа хучӗ!» терӗҫ запорожецсем. — Талькав пире пӑрахса каять! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, патагонец йӗнер ҫине ларма тытӑннине курсан. Мур илесшӗ, санӑн та Джефф вырӑнӗнче пулас килетчӗ пулӗ? — тесе пӑшӑлтатрӗҫ юлташӗсем. Хӑшкантарса ӳте хӑпартса кӑларнӑ вырӑна кӑшт, хуллен кӑна сӗртӗнниех алӑк янахне пуҫпа вирлӗн пырса ҫапӑннинчен час-часах ытларах ыраттарать. Ла-Вьевиль хирӗҫ тавӑрса каларӗ: — Кирек мӗнле пулсан та принц вӑл. Хӑйне кӑштах ирӗк панӑ пулсан, унӑн хаваслӑ куҫҫулӗ вӗҫӗмсӗр шӑпӑртатма тытӑннӑ пулӗччӗ. — Анчах эсӗ чӑнах та тӗлӗксем курмастӑн-и ҫав? — Ну, дворянсем ҫинчен ҫитӗ-ха, — терӗм эпӗ: — эсир пӗр килӗллисем ҫинчен мӗн каласа парӑр-ха мана, Лука Петрович? — Ут ан чарса тӑр, — салхуллӑн васкатрӗ ӑна Юргин. Эпӗ кӑнтӑрла ҫеҫ ырӑ, ҫӗрле вара сан пек мӑнтӑрккасене шеллесе тӑмастӑп. — Анчах ҫак нӗрсӗр выльӑх ман шанчӑка пӗтерчӗ. «Нимӗскер те пӗтмен-ха, — тенӗччӗ вара. — Ӑна мӗнле ҫыраҫҫӗ? Варенька пуҫне кӗнеке ҫинчен ҫӗклесе ман ҫине пӑхрӗ те, ман куҫсемпе тӗл пулсан, пуҫне тепӗр еннелле, пӑрчӗ. Траншейӑра сире каллех носилкӑсем тӗл пулма пултараҫҫӗ, каллех матроса, кӗреҫепе ӗҫлекен салтаксене, мина проводникӗсене, пылчӑк айне пулнӑ ҫӗр пӳртсене курма пултаратӑр. Пӗчӗкҫеҫ ҫӗр пӳртсем вӗсем, вӗсен ӑшне пурӗ те икӗ ҫын ҫеҫ пӗшкӗнсе кӗрсе тӑма пултараҫҫӗ. Унтах эсир Хура тинӗс батальонӗсенчи пластунсене курма пултаратӑр, вӗсем унта аттисене хыва-хыва тӑхӑнаҫҫӗ, апат ҫиеҫҫӗ, чӗлӗм туртаҫҫӗ, пурӑнаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, эсир каллех, ӑҫта пынӑ унтах, халичченхи шӑршлӑ пылчӑках куратӑр, ӑҫта пӑхнӑ унтах лагерь пулнӑ вырӑн, урлӑ та пирлӗ йӑваланса выртакан чугун татӑкӗсем. Воропаев хӑй каҫхине пырса ларнӑ хӗрринчи кӑвайт умӗнче ҫывӑрнӑ. Анчах та ӑҫтан лекнине, мӗнле суран кӳнине унӑн шухӑшласа илме те вӑхӑчӗ пулмарӗ. Эпӗ унта, эсир каланӑ пек, ачана ярса пӑхрӑм. Сассӑр юлнӑ маншӑн ӗҫлекен ҫын алӑсӑр юлнипех танлашать. Кӑвак пӗлӗт чатӑрӗнче Тристанӑн вӗҫлеке тӑрри хура мӗлке пек курӑнать; ӑна хӗвелӗн йӑмӑх ҫутӑ пайӑркисем ҫутатса тӑраҫҫӗ. Малтанах Вакулӑна хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ, уйрӑммӑнах ҫав тери ҫӳле хӑпарса кайсан хӑраса ӳкрӗ вӑл. Аялалла пӑхсан нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, шӑна пек, уйӑх айӗнченех вӗҫсе иртрӗ вӑл, кӑштах пӗшкӗнсе илмен пулсан, ҫӗлӗкӗпе уйӑха ҫаклатса илетчӗ-и тен. Хыпарҫӑ тутӑрӗпе сулса илчӗ те каллех малалла вулама пуҫларӗ: — «…апрелӗн ЗО-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ законӑн 17-мӗш статьи тӑрӑх, пӑлханакан провинцисенче республика делегачӗсене питех те пысӑк власть парассине пӑрахӑҫа кӑларни ҫинчен пӗлтеретӗп…» Анчах курпун ҫын, пӗр клоун тапса янипе пуҫ урлӑ чикеленсе илчӗ те, сцена ҫинчен сирпӗнсе тухрӗ. — Ҫапла ҫав, батенька. Тимлӗн итлесе кашни сенатор мӗнпе чирленине палӑртнӑ хыҫҫӑн, тӑваттӑмӗш кунӗнче врачсем заседани пулмалли зала пыраҫҫӗ, заседани пуҫланиччен вӗсем кашни сенатора, вӗсем мӗнле чирсемпе чирленине шута илсе, лӑплантаракан, вар-хырӑма тасатакан, тӗрлӗ апатсене ҫӗрме пулӑшакан, ҫан-ҫурӑма ҫӑмӑллатакан, пуҫ мимине уҫакан, ватсене сыватакан, хавхалантаракан, хӑлхана ҫивӗчлетекен эмелсем параҫҫӗ. Асӑннӑ эмелсем епле сыватнине тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, тепӗр заседани пуҫланиччен, врачсем ҫав эмелсене тата тепӗр хут е улӑштарса урӑх эмелсем параҫҫӗ, е эмелсем пама пачах чарӑнаҫҫӗ. Ҫаксене вӗсем пурне те хӑйсене хушнӑ тӑрӑх тӑваҫҫӗ. Фоман кӗске ответне итлесен: — Кӗлтӑвас пулать, кӗлтӑвас пулать! — тесе сӑмахне малалла тӑснӑ. — Ман патӑма, пӳрте илсе кӗрер те вӗсене, вӑл унта мӗн тултарнине пӑхар». Юргин хыҫҫӑн утнӑ хушӑра вӑл вилесем ҫине пӑхкаласа илкелерӗ. Аллисене саркаласа, мӗнле хутланнӑ ҫаплипех выртаҫҫӗ вӗсем. Вилес умӗн хытӑ асапланнӑ пулмалла. Сӑн-пичӗсем хӑрушла. Вӗсем ҫине тин ҫеҫ тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ӳккеленӗ. Ҫак кӗске вӑхӑтра курнӑ картина Андрей асне ӗмӗр манмасла кӗрсе юлчӗ. Ачасене курсан, Александра Ивановна ҫавӑнтах вӗсене мӗнле те пулин пулӑшу кирлипе кирлӗ марри ҫинчен ыйтса пӗлме шутларӗ, анчах вӑл госпитальтен тухма ӗлкӗриччен, площаде тӗтӗм кӑларакан икӗ походнӑй кухня хӑрушшӑн кӗмсӗртеттерсе тухрӗҫ. Ӗҫми-ҫимине вӗсем самаях йӑкӑртса тухнӑ ҫав. Ирхи апат хыҫҫӑн вӗсем пуҫ урлӑ сикмелле вылярӗҫ, шыв хӗрринчи ӑшӑх ҫӗрте сиккелесе, чупнӑ хушӑрах тумтирӗсене хыва-хыва пӑрахса, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗҫ, унтан вара ҫаппа-ҫарамасах шывра вӑйлӑ юхӑмпа кӗрешмелле выляса хӑтланчӗҫ. Шыв юхӑмӗ хӑш-пӗр чухне вӗсене ураран та ӳкерчӗ, вара ачасем тата ытларах хӗпӗртерӗҫ. Казонде Анголӑри чура сутакан тӗп пасар иккенне Дик пӗлет. Халӑх калаҫнине, лашасем тӑпӑртаттарса пынине тата урапасем кӑлтӑртатнине, путенесем хаваслӑн авӑтнине, сывлӑшра ниҫталла куҫмасӑр ушкӑнӑн-ушкӑнӑн явӑшса тӑракан ӳпре-пӑван сӗрленине, армутипе улӑм тата лаша тарӗ шӑршине, ҫутӑ сарӑ хӑмӑл ҫине, инҫетри кӑвак вӑрман тата шупкарах хӑмӑр кӑвак пӗлӗтсем ҫине хытӑ хӗртекен хӗвел сапса тӑракан пин-пин тӗрлӗ тӗссене тата мӗлкесене, сывлӑшра вӗҫекен е хӑмӑл ҫине карӑнакан шурӑ эрешмен картисене — ҫаксене пурне те куртӑм эпӗ, илтрӗм, туйрӑм та. Анчах эпӗ сасса ҫӗклетмесӗрех калаҫрӑм: — Ан тив, эпӗ вилем ӗнтӗ, — анчах эсӗ мӗншӗн планшета илтӗн-ха? Декабрь уйӑхӗ иртес чух манӑн кӑштах глюкоза тупма май пулчӗ, ӑна Катя патне илсе ҫитериччен пӳрнемсене ҫыртса кышларӑм. Анчах манӑн ун пек шутлас килмест, чӑнах та шутлас килмест… Мартини пӑрӑнчӗ те пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Эпӗ ҫав автоматлӑ ракета Уйӑх ҫине пырса ларнӑ вӑхӑтра ҫав тери пӑшӑрхантӑм. — Таратӑн-и тухтӑр? Юрать, ан вӑран, ҫывӑр та ҫывӑр… — Хастар майор! — тет вӑл, куҫӗсене шӑлса. — Эпӗ ун ҫумне мӗнле те пулин ирсӗр перӗнме хӑйнине чӑтас ҫук… — терӗ вӑл темиҫе самантран. Комендант патне таврӑннӑ хыҫҫӑн, эпӗ яланхи пекех Марья Ивановна патне пырса лартӑм. Иван Кузьмич килте ҫукчӗ; Василиса Егоровна килти ӗҫпе тӑрмашса ҫӳрет. Эппин, тытас кайӑк мӗн чухлӗ пысӑкрах, сунарҫӑ хӗрӳлӗхӗ ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пулма кирлӗ. — Ҫапла, тӗрӗс, — тесе хучӗ Айртон, хыпаланса. — Эпир пӗтӗм Желлескома, рабочисенчен катса юлсах, ударлӑ паёк паратпӑр, а эсир унта мӗн тӑватӑр-ха? Советра мана ирӗке кӑларассине хирӗҫ тӑракан пӗр член — Скайреш Болголам анчах пулнӑ; ман енчен ним сӑлтав пулман пулин те вӑл манӑн чи усал тӑшман пулса тӑнӑ. Врач шаккаса пӑхнӑ май, мана ҫаврӑнтаркаларӗ те каллех шаккама пуҫларӗ, выртса пӑхма та хушрӗ, ӗнтӗ мӗнле пулсан та, эпӗ чирлӗ иккенне кӑтартасшӑн тӑрӑшнӑ пек хӑтланчӗ… Казармӑн чи вӗҫӗнчи пӗр кӗтессинче, хура ҫу тултарнӑ юлашки тӑм чӳлмек тӗлӗнче, Зухин утӑмне хӑвӑртлатрӗ те сасартӑк чарӑнчӗ, ку чӳлмек ҫинчи ҫунса кӑмрӑкланнӑ хӑю, аялалла усӑнса, тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑрать. Анчах Елена тухса кайнӑ хыҫҫӑн унӑн чухӑн, тӗттӗм пӳлӗмӗнче юлнӑ резеда шӑрши вӑл кунта пулнине астутарать. Купӑс калаканӗ, юрӑ пуҫлас тесе, ҫӳҫ пайӑркине хут купӑс ҫинелле усса, купӑсне тӑсса янӑ, улӑх пек тӗрлӗ тӗслӗ хутламӗсем вара ун аллинче выляма тапратнӑ. Вӑл выҫӑпа ӑнран туха пуҫларӗ. Регуляторсен сунӗ Хытӑ кӑшкӑрса яни пӗр вӑхӑтрах судӑн решенине те тата мӗнле приговор пулнине те палӑртнӑ. Темиҫе лӑпкӑ кун иртрӗ. — Колхозник-граждансем, уйрӑмах колхозницӑсем! — Бэла, ҫак сӑмахран тӗлӗннӗ пек пулса, ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Кукушкин ҫӗрсӗр ҫын пулнӑ, ӳсӗр батрачкӑна, пӗчӗк, анчах питӗ вашават, вӑйлӑ та хаяр хӗрарӑма качча илнӗ. Мӗнле-ха эп ӑна малтантарах ӑнланса илмен?» Хӗлле, вӗҫме пуҫличчен, эпир Аэромузейри вуламалли залра вӗренеттӗмӗр. Темӗн те пӗр ҫинчен калаҫать… Санӑн аҫу А. Г. Ку ҫыру манӑнне тӗрлӗрен туйӑм-шухӑшсене хускатса ячӗ. Апатланнӑ чух Джим герцога тарҫӑ пекех, ура ҫинче тӑрсах сӑйларӗ: «Ырӑ ҫыннӑмӑр, куна ҫиес килмест-и, ӑна ҫиес килмест-и?» — тет пӗрмай, — хӑйне ҫапла тимлӗ пӑхни герцога питӗ килӗшет. Сивӗ урайне ҫамкапа перӗнме ӑна питӗ лайӑх пек туйӑнчӗ. Тӑватӑ кун иртсен, шӑматкун, июлӗн 18-мӗшӗнче, каҫалапа пӗр питех те пысӑк грота пырса кӗтӗмӗр. Саня мана тул ҫутӑлсан тин вӑратрӗ. Эпӗ санӑн ответне илтеймерӗм, анчах эсӗ тарма йышӑнманнине куртӑм. Ҫак кун хушшинче тӳссе ирттернӗ туйӑмсем сирӗлчӗҫ — ҫакна вӑл ӑнланчӗ, анчах ҫав туйӑмсем халлӗхе хӑй ӑнланайман урӑх туйӑмсемпе улшӑнчӗҫ. — Пӑшӑрханмастӑп эпӗ. — Кусем вара шӑп кӑна питех кӗтмен вырӑнсенче сасартӑк сике-сике тухнӑ; вӗсем ҫитсен пурин те ҫавӑнтах пурнӑҫпа сывпуллашмалла килнӗ: ялсене пушарсем ярса илнӗ; ҫар хыҫҫӑн хӑваласа кайман лашапа ытти выльӑха вырӑнтах вӗлерсе пӗтернӗ. Чӗнтӗрсем илме килнӗ эпӗ, чӗнтӗр пухатӑп… — Господин, Паганель, — терӗ Элен, — эпир тинӗс ҫине хавхаланса ҫӳреме ҫеҫ тухнӑ пулсан, эпӗ хам пуринчен малтан: Индине каятпӑр! — тесе каланӑ пулӑттӑм. — Эпӗ апла каламарӑм, Зеб Стумп. Ах, Дуня, Дуня! Сирӗн ҫинчен пире Аким каласа пачӗ. Варька ӗнтӗ халь аманнӑ салтак ҫумӗнчи сестра пекки пулать. Куратпӑр хайхи — сулӑ ҫухалнӑ, пирӗн урӑх нимӗн те ҫук, вара «Жирафа» тепре кӑтартса пӑхар мар-ши терӗмӗр. Анчах ун чухне ӑна, паллах, ирӗке кӑларма тӑрӑшӗҫ. Йывӑҫ урипе шаклаттарса, старик пусма тӑрӑх ҫӳлти хута хӑпарса кайрӗ. Ҫак самантра чӑнкӑ сӑрт мӑкӑрӑлчӑкӗ енчен темле ҫын тухрӗ. — Эсӗ вара пӗтӗмпех ӗҫсе яратӑн-и? — ыйтма хӑйнӑ арӑмӗ. Ҫакӑ анчах кичем, анне ҫав тери хӗрхенекенскер манӑн: хырӑма ӳстерсе ямасан, кунне вунӑ хут ҫимесен, хыпсах ӳкет. Пӗшкӗнкелесе, палаткӑна Матвей Юргин кӗчӗ. — Эсӗ вӗсенчен хӑв ыйт. Старик пуҫне чикрӗ те йывӑр шухӑша кайнӑ пек тӑчӗ. Ку уншӑн алла вӗрентнӗ тискер кайӑк пекех. Марья Николаевна шӑппӑн кулса ячӗ те, пуҫне силлесе илсе, питҫӑмартийӗсем ҫине ӳкекен ҫӳҫне хыҫалалла ячӗ. Унсӑр пуҫне тата сире ҫураҫса хунине илтрӗм эпӗ… Сотник, ҫӗнӗ казак офицерӗсенчен пӗри, казаксене сывлӑх сунчӗ; анчах ӑна хирӗҫ ҫар ҫыннисем пек: «здравия желаем, ваше благородие» тесе никам та кӑшкӑрмарӗ, хӑш-пӗрисем ҫеҫ ахаль пуҫ тайса ответлерӗҫ. Эпир вӑрманта тумланса хӑтланнӑ чухне пире сыхласа тӑнӑ та ҫавӑн пек туса лартнӑ. Ну, шурӑ пӳртре пурӑнма пуҫлӗ вӑл, анчах ман витӗр хупах курӑкӗ ӳсӗ, — ну, малалла мӗн вара? — Ҫитӗ, Евгений… Арман хуҫи арӑмӗ пире сӗт, ҫӑмарта, ҫӗрулми, ҫӑкӑр пырса пачӗ. Черетпелен суйла-суйла пӑхать: акциз, чукун ҫулӗ, коммерци; имени управляющийе пулассипе департамента кӗресси пирки те шутлакалать. Катя кӑштах ларчӗ те, аппӑшӗ ҫумне вырӑнаҫса, чечексене майлама тытӑнчӗ. Фифи ятлӑ вӗшле йытӑ, хӳрине суллакаласа, хӑнасем патне пырса кашнин аллинех хӑйӗн сивӗ сӑмсипе тӗртсе илчӗ. Хула тулашнерехри урамсене ҫитиех сарӑлнӑ ку хыпар. Ришэ урамӗ хӗресленнӗ ҫӗрте, чи шавлӑ вырӑнта та пӗлнӗ ӑна арестлени ҫинчен. Ҫӳллӗ ҫыран ҫинче яштак хырсем ҫӳлелле кармашса лараҫҫӗ. Ҫамрӑк курӑк сӑрт ҫамкине симӗс пурҫӑн сӑрнӑ пек витсе илнӗ. — Пире виҫҫӗмӗшне тупса параймастӑр-и? — тесе ыйтрӗ майор. Илтрӗн-и? Эпӗ унӑн пичеври лашине таканларӑм та трантас патне пытӑм. Хӑвӑртрах! — Ну-с? Катя тенкел ҫинчен тӑчӗ те Гейнене илсе кайрӗ, анчах та ботинкӑсене виҫсе пӑхма мар. — Ларатӑп-ха… Вӑл ҫыран хӗрринче ҫапӑҫакан ҫарӑн пӗр отрядне ертсе пырать. Ҫыр хӗрри тӑрӑх такам хӳшӗ патнелле ҫывхарса килнӗ. Ун сӑмахне итленӗ хыҫҫӑн никам та каймарӗ. Французсем пичче ҫинелле ыткӑнаҫҫӗ. Ҫапла вара ҫулҫӳревҫӗсене хӑратса пыракан чи пысӑк инкек иртрӗ. Вӗсем тул ҫутӑлас умӗн, Островнов ҫуртне кӳршӗри садран сӑнаса выртнӑ Разметнов кайсан ҫур сехетрен, килнӗ. Николай Антоныч, ун ҫинчен каласа панӑ чухне, куҫхаршисене ҫилӗллӗн сиккелеттеретчӗ, капитанӑн ӑнӑҫсӑр ӗҫӗсемшӗн итлекенсем те айӑплӑ тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ пулас. Эпӗ ҫав ултавлӑ сӑн-пите питӗ лайӑх куратӑп халӗ. Анна Васильевна хӑранипе хытса кайрӗ. Ҫавӑнтанпа вара эпӗ Алексей Мересьева тӗл пулаймарӑм, анчах та ҫарти пурнӑҫ таҫта илсе ҫитерсен те, эпӗ ҫав лётчикӑн тӗлӗнмелле историне Орёл патӗнчех ҫырса хунӑ икӗ шкул тетрадьне хампа пӗрлех илсе ҫӳрерӗм. Николай Антоныч ӑна Вышимирский ун ҫинчен мӗн пӗлет, ҫавна пурне те тӗпчесе пӗлме хушса янӑ. Апла хӑвӑрах япӑх пулӗ. Ура ыратни шухӑшлама памасть ҫиес килмест. — Эсир каланӑччӗ: индеецсемпе вӑрҫас-мӗн пулсан, эсир ҫавна ҫӑмӑлах тума пултаратӑр, тенӗччӗ. Корветӑн ӗҫ начар. Ан тив суд туччӑр, вӑхӑт чылай иртсе кайсан ҫӑмӑллӑх тухатех. Зеба ҫавӑн пек туйӑнса кайнӑ. — Эсӗ ӑна куркаланӑ-и? — Курсаччӗ, анчах вӑл тӗл пулу аван мар асаилӳ хӑварчӗ. Пурте ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ, тарланӑ жандармсем йывӑррӑн мӑшлатса сывлани илтӗнчӗ, шпорсем чӑнкӑртатрӗҫ, хӑш чух хулентереххӗн:— Кунта пӑхрӑн-и? — тесе ыйтни илтӗнчӗ. Горева ҫавӑнтах айӗн-ҫийӗн ҫаврӑнса тӑракан урамри хӑрушла пурнӑҫа хутшӑнчӗ. Батальонпа телефон тӑрӑх ҫыхӑнма пулать, анчах ротӑсенче мӗн пулса иртнине батальонсенче те пӗлмеҫҫӗ. Унпа вӑрттӑн венчете кӗрсе, кайран ашшӗ-амӑшӗ патне кайсан… Иҫӗм хунавӗсене ҫыха-ҫыха, ҫапла юрлать вӑл, майӗпен аялалла анса пырать, ытларах та ытларах ҫывхарать патша тӑракан чул стена патне. Бэла тата?.. Олеся кӗнчелеҫҫине сасартӑк пӑрахрӗ те аллипе ман алла сӗртӗнчӗ. Пирӗн парти чысӗ унта мар, ҫапла шутлатӑп эпӗ. Сивчирпе чирлеттерекен йӗпе те шӑрӑх ҫанталӑк, ку таранчченех ҫын ҫисе пурӑнакан тискер ҫынсем, йӑхпа йӑх хушшинчи вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрҫӑ, чура сутуҫисем хӑйсен йӗрӗнчӗк суту-илӗвӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлме тӑрӑшакан кашни ют ҫынна шанмасӑр пӑхни — акӑ мӗнле йывӑрлсӑхсене сирсе ямалла, мӗнле хӑрушлӑхсене ҫӗнтермелле Вӑтаҫӗр Африкӑри ҫак чи хӑрушӑ вырӑнсенчен пӗринче. Каллех тӗксӗм, хӗвеллӗ кун персе ҫитрӗ. — Халех тухать, ура сырать. Урӑх мӗн те пулин унтан усалраххи пулмасан аванччӗ ӗнтӗ. Аслӑ аппа — телейсӗр… Вӑл хӑйӗнчен нумай аслӑ ҫынна качча тухнӑ… Питӗ пуян, кичем, ҫӑткӑн ҫын. Хулана майлас тӗлӗшпе кварталсенчи уполномоченнӑйсене ҫырса тухрӗҫ, учительсем хушшинчен штатра тӑман тӑлмачӑсене уйӑрса хучӗҫ. — Пӑх-ха ӗнтӗ! Ҫынсене пӗлместӗп, вӗсене пӗлсе ҫитме ӗлкӗреймен пулсан, мӗнле шуйттанла руководитель пулам-ха эпӗ? Плюмажлӑ шлепкинчен пӑхсан, вӑл статски советник пулма тивӗҫ. Вӑл, сахӑр ҫыртса, чей ӗҫет, кашни сыпкӑмне ҫӑтса ямассеренех йывӑррӑн сывлать. Анчах ҫавӑ мӗне пӗлтерме пултарчӗ-ши? Пуринчен малтан вӑл унӑн куҫӗсене тума пикеннӗ. — Суйласа илме кӑмӑл тӑвӑр. Половцев коридоралла тухмалли алӑк патне сиксе ӳкрӗ, малтанах ҫу сӗрсе лартнӑ алӑк чӗриклетсе-туса тӑмарӗ, ӑна пӗр сасӑ-чӗвӗсӗрех кӑларса ячӗ… — Ҫук, Леона хӗрринчен. Чей сӗтел ҫинче, ҫӑкӑр буфетра, сахӑр ҫук.. Ун пек чухне хирӗҫлесен ҫылӑх пулать. Ҫав самантра Антун, ялти кучерсен те извозчиксен пекех пӗр евӗрлӗ кӑмӑлне парӑнса, лашасене туртса ҫапрӗ те, кӗпер урлӑ каҫса ял ҫуммипе ҫил пек вӗҫтерчӗ. Пирӗн лайӑх хӗрсем нумай, вӗсем пирӗнпе пӗрле хаяр ҫапӑҫӑвӑн пӗтӗм йывӑрлӑхне чӑтса ирттереҫҫӗ, пирӗнпе пӗрле мӗнпур хӗн-хурсене тӳсеҫҫӗ. — Айтӑр пирӗнпе, гражданка! — терӗ сержант. Тӑххӑрмӗш сехетре эпир княгиньӑсем патне пӗрле кайрӑмӑр. — Кӑнтӑр Америкӑра шӑп та шай вӗсен пӗр тӗсӗ — панду текен страус пурӑнать. Амӑшӗ те хӗрӗ пекех мӗнле те пулин Психея евӗр пуласшӑн пулчӗ курӑнать. Апла ыран каятӑн пулать? — Мӗнле кӗнекесем пирки? Унӑн ҫуралса кайнӑ вулли шӑнӑр туртса лартнӑ пек авкаланнӑ, турачӗсем, канатсем пекех пӗтӗрӗнсе ларнӑ, пӗчӗк турачӗсен чармак пӳрнисемпе сывлӑшри курӑнман япаласене тытса, силеннӗ, темрен хӑранӑ пек, вулӑран аяккалла кармашнӑ. Старик ҫилӗм тӑвать. — Ан та калаҫӑр вырӑнсӑр! — терӗ комендантша. — Кай кунтан! — тенӗ хӗрарӑм. Вунпӗр сехет ҫитерехпе отрядӑн пӗр кӳлӗ айӑккипе ҫавӑрӑнмалла пулчӗ. Кӳлли картина ҫинчи пек, таврари пӗчӗк юханшывсем пурте ҫак кӳлӗре пӗр ҫӗре пулаҫҫӗ. Уйласа калаҫнисем Каҫхи уроксем хыҫҫӑн эпӗ яланхи пекех Володя пӳлӗмне кӗтӗм, вӑл, диван ҫине тӑсӑлса выртса, чавси ҫине таяннӑ та темле французла роман вулать. Юлашкинчен — Перекоп патӗнче амантӑм. Ӑмсанатӑп эпӗ сире, Голышев. Павел кулса илчӗ. Анчах эпир чӗнсен, вӑл каялла таврӑнма пултарать, мӗншӗн тесен халӗ Италире те ӗҫлеме май пур. Эпӗ ҫавна шансах тӑратӑп. Ку мӗнле йышши кит-ши, ун ҫинчен Кювье те, Блюменбах та аса илмен пулӗ? Эпӗ те, вӑл та асапланаттӑмӑр. Амӑшӗ судьясем енне пӑхрӗ — вӗсене, паллах, ҫак сӑмаха итлеме кичем пулчӗ. Владимирӗн кучерӗ вӗсен умӗнче уткаласа ҫӳресе вӗсене чарса тӑнӑ. — Кама вӗрет? Солоха ун хыҫҫӑн алӑк хупнӑ вӑхӑтра каллех такам шаккарӗ. Фу, господи! Ҫав хушӑрах вӑл Вьель Одриэт ятлӑ кварталти националистсен кандидачӗ пулнӑ. — Ҫапах та капла юрамасть, — терӗ вӑл, карчӗсене хурса: — эпӗ бастовать тӑватӑп. Унӑн сюжечӗ мӗнле пулнине астӑваймастӑп ӗнтӗ, картина ҫине эсреле ӳкермелле пулнине ҫеҫ пӗлетӗп. Усал шухӑшсем пирки ҫывӑрайман ҫын ҫеҫ сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пултарӗ. Чиновниксем пурте ҫар шанчӑклах марри ҫинчен, ҫапӑҫусем ӑнӑҫуллӑ иртессе шанмаллах маррипе сыхланулӑх кирли ҫинчен калаҫҫӗ. Вӑл бумажникӗнче тем шырарӗ-шырарӗ те унтан лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫыру тупса кӑларчӗ, вулама пуҫларӗ: — «Анатри Кӗҫӗн урам, Настасья Петровна Тоскуновӑна, хӑйӗн килӗнче». «Вальдек» капитанӗпе команди ҫухалнӑ: тен, караппа карап ҫапӑнни пӗрисене тинӗсе ывӑтса янӑ пуль, теприсем «Вальдека» пырса ҫапнӑ хыҫҫӑн тарса хӑтӑлма васкакан пӑрахут хатӗрӗсенчен ярса тытнӑ пуль. Пилӗк ҫынтан ытла юрамасть. Халӗ пирӗн ӗҫе малтанхи пекех туса пымалла, ку вӑл пирӗн ӗҫ пулнӑшӑн кӑна мар, юлташсене ҫӑлассишӗн тумалла. Лешӗ, кивелсе, якалса пӗтнӗ эрмекпе, вараланчӑк ҫӗтӗк ҫӑпатапа, хутлансарах тӑрать, унӑн, типшӗмскерӗн, янахӗ ҫине кӑшт ҫеҫ сухал пекки тухса ларнӑ, — вӑл хӑйӗн пӗтӗм мӗскӗнле сӑн-сӑпачӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарса ҫӳрекен чухӑн тутара аса илтерет, — ун пеккисем ӗлӗкхи вӑхӑтра михӗсемпе карташсенче тата кирлӗ мара кӑларса тӑкнӑ вырӑнсенче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса ҫӳретчӗҫ. Ак ӗнтӗ пурте вӑранчӗҫ: вӑрманӗ те, пӗви те, уй-хирӗ те. Пакгауз пуҫлӑхӗ курсан ак, вӑл сана… Хӑй ҫавӑнтах урамалла чупса тухрӗ. — Монтанелли закона хӑйне кирлӗ майлӑ ӑнлантарса пани те ҫителӗклӗ ӗнтӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ вӑл суранланнӑ шӑллӗпе калаҫнӑ чухне. — Салтаксем Ривареспа тата унӑн тусӗсемпе килӗшсе, ӑна ҫул ҫинчен тарма май парасси кӑна ҫитмест халь. Фазан татӑлса ӳкнӗ те ҫухалнӑ, унӑн юнланнӑ майӗпе пуҫӗ ҫеҫ пиҫиххи хушшинче тӑрса юлнӑ. Эпӗ ун патӗнчен шӑппӑн иртсе аяккалла пӑрӑнасшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра йытӑсем сиксе тухрӗҫ те уласах вӗрме тытӑнчӗҫ, юрать, тавҫӑрулӑх ҫитерсе пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑтӑм. — О-о! Ку вӑл вӗсемшӗн чи лайӑх вӑхӑт — ҫӗнтерӳсен вӑхӑчӗ пулнӑ. Вӑл компаса тинкерчӗ… — Эсӗ тупӑшса ҫӗнтертӗн, анчах пӗтӗмӗшпех мар-ха, — терӗ вӑл сивлеккӗн кулса. Князь йӑхран йӑха куҫса пыракан уй-хирӗсене хӑй тытман, тӑванӗсене влаҫсем хӗсӗрленӗ, унӑн ӗҫӗсем начарри пурне те курӑнса тӑнӑ. Сых ятне, Дик Сэнд палуба ҫине кит ҫӑвӗ тултарнӑ вунӑ пичке кӑларма хушрӗ. Вӗсен мӗнпур пулӑшӑвӗ те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ: хамӑр ҫине ӑнсӑртран тапӑннинчен сыхланма мана авӑрланӑ пистолет пачӗҫ тата пирӗн хыҫран вӑрӑ-хурахсем хӑвалас пулсан, пире ларса тарма йӗнерленӗ лашасене хатӗр тытма сӑмах илчӗҫ. Пӗр ҫамрӑк ҫын доктор патне, хӗҫпӑшаллӑ пулӑшу ыйтма юланутпа чуптарчӗ. Анчах хамӑн ҫавӑн пек йӑпатакан япаласем шыраса тупмалла пулнинченех маншӑн ҫакӑ уҫҫӑнах паллӑ пулчӗ: эпӗ хам мӗн курнинче тата Королева Маргона хӑйне те епле пӑхнинче пурте лайӑх мар, пурте тӗрӗс мар иккен. Ҫул хӗрринчи уртӑш тӗмӗ айне, сулхӑна, кӑнма тата туртса яма выртрӗ, нумайччен: Нагульнова кам пеме пултарнӑ-ши, тесе шухӑшларӗ, унтан вара, тарӑхса, ку шухӑша пӑрахрӗ: «Перекен пулман пулсан та, ялта, кулаксене кӑларса янӑ хыҫҫӑн та-ха, тӗрлӗрен путсӗрсем юлни паллӑ, Макарпа калаҫса пӑхам-ха, ӗҫ мӗнле пулнине пӗлем, ун чухне, тен, мӗн те пулин паллӑ пулӗ, пуҫа кӑлӑхах ҫӗмӗрме кирлех те мар». — Шырарӑм-шырарӑм, пӗтӗм ҫурта ухтартӑм, тинке тухрӗ, — тет, — ниҫта та санӑн тепӗр кӗпӳне тупаймарӑм! Кӑшкӑратӑп эпӗ ӑна! Эпӗ сире казаксемпе пӗрле Турцие кайрӗ пуль тесе шухӑшланӑччӗ. Кузьмин «ҫапларах» текелерӗ те — ассӑн сывласа вучах патнелле уттарчӗ. Йытӑ картиш варринче, хӑлхисене тӑратса, йынӑшкаласа, уҫӑ чӳречен хура шӑтӑкӗ ҫине пӑхса ларчӗ, вӑл хуҫи хӑйне чӗнессе кӗтрӗ пулмалла. — Чим-ха, эпӗ тата ялав тӑвам, — тенӗ. Тӑлӑп ҫухинчен вӗҫертсе ҫунана пӑрахнӑ тутӑра илнӗ те перчеткисене хывнӑ, ҫуна пуҫне тӑрса ӗнерчӗк кантри патнелле карӑннӑ та ун ҫумне тутӑра хыттӑн тӗвӗлесе ҫыхса лартнӑ. Нимӗнле ултав та ҫук. Анчах мелник васкавлӑн сиксе тӑчӗ те арман пӳрчӗн тӗпелне чупса кӗчӗ. — Хӗрхенӗр! Хӗрхенӗр ӗнтӗ! — тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ. Утма тӗлӗнмелле ҫӑмӑл, чӑн та, кӑпӑш тӑпрара урисем пакӑлчак таранчченех пута-пута анаҫҫӗ. Эпир Туркестанра ҫӑкӑр мар (кунта ӗнтӗ вӑл ҫук), ҫӗнӗ ҫӗршыв, хӗвеллӗ хула, пысӑк-пысӑк садсене тупма каятпӑр. Темиҫе хутчен ҫавӑн пек туса тата перо вырӑнне кача пӳрнипе усӑ курса, Том аяла хӑйӗн ячӗн малти саспаллисене ҫырчӗ, унтан Гекльберрине Г. тата Ф. епле ҫырмаллине вӗрентрӗ, вара килӗшӗве алӑ пусса ҫиреплетрӗҫ. Кӗлӗ пӗтрӗ. Халӑх, пӗве татса кайнӑ шыв пек, алӑк патнелле талпӑнчӗ. Вӑл манран ҫапла ыйтать: «Пиччеҫӗм, вӑхӑтлӑха хӑвӑн йӗмне парсам мана, сана тепӗр ҫур сехетрен тавӑрса паратӑп эпӗ ӑна». Пӗтӗм граждан вӑрҫине тӳссе тухрӑм, кунта ак хӗрарӑмран вилӗм кур… — Ҫӗнӗ Зеландире тупнисемпе эсир кӑмӑлсӑр-им? Ҫывӑраканӗ хускалмарӗ. Ку тӗлӗшпе Ромашова укҫа тӳлесех тара тытнине вара лайӑхах пӗлетӗп. Сывлӑхӗ аптрасах каймасть. — Апла. Инсаров шарламарӗ, — Еленӑна та сӑмах калани кирлӗ мар. Хе-хе-хе! Шӑп ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ Иван Умрихин, Андрее ҫын сисмелле мар чавсипе кӑлт тӗртсе илсе, урмӑш сассипе ҫухарса ячӗ: — Воздух! Пухас тесессӗн, эпӗ пин сӑвӑс та пухма пултараттӑм. Мана унта виҫҫӗмӗш кунне илсе кайрӗҫ. Ун вырӑнне ҫак вӑхӑтранпа Луалаба юханшывӗ Атлантика океанне ҫитиех ҫынсене паллӑ, унтанпа Африкӑн ҫурҫӗрти тӗп шыв ҫулӗпе — Нилпа тата хӗвелтухӑҫӗнчи тӗн шыв ҫулӗпе — Замбозине — пӗр тан шыв пурри паллӑ. Дмитрий Уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫурта таврӑнсан, Варенька, ытти чухне каҫсерен юрӑсем шӑрантарнӑскер, кӗҫӗр юрласшӑн пулмарӗ, хама ытла та шаннӑран эпӗ ҫакна хам ҫине йышӑнтӑм, ун сӑлтавӗ — эпӗ хӗре кӗпер ҫинче каланӑ сӑмахсем, тесе шутларӑм. Сылтӑм горизонтпа инҫет хушшинче ҫиҫӗм чӑтмалла мар ҫуттӑн ялтлатрӗ, ҫеҫенхирӗн пӗр пайӗ тата таса тӳпе чикки ҫап-ҫуттӑн курӑнчӗҫ. Раштав юррисем илтӗннӗ хушӑрах пӗр-пӗр ҫамрӑк козак тин ҫеҫ хайланӑ шӳтлӗ юрӑ илтӗнсе каять. Вӗсем пире тивмеҫҫӗ пулӗ, тен. Мӗскӗн камердинер пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, аллинчи алшӑллине пӗтӗрет, анчах хирӗҫ пӗр сӑмах калама та хӑяймасть. Дикпа ватӑ Томсӑр пуҫне пурте ыйхӑра. Ҫак вӑхӑтра мана эпӗ чуллӑ сӑрт сулхӑнӗнче пулнӑ пек туйӑнчӗ. «Ҫакӑн пек иккӗленнӗшӗн кӑна эпӗ хам ӑна тивӗҫлӗ мар!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл хӑй ҫине, ҫӗвӗксемпе нӗрсӗрленсе пӗтнӗ сӑн куҫа хӑрушла курӑннине ирӗксӗрех хӑваласа ярса. Апла пулсан, пултарсан мана та вӗлер. Одеялсемпе чӗркенӗ Алексейӑн пуҫӗ ҫеҫ курӑнать, Дегтяренкӑна вӑл шкулта истори кӗнекинче курнӑ темӗнле фараонӑн мумийне аса илтерчӗ. Паян кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ Вера чӳречи патӗнчен иртсе пыраттӑм; вӑл пӗр-пӗчченех балкон ҫинче ларатчӗ; ман ура умне пӳр пӗчӗк ҫыру ӳкрӗ. — Аван каларӑн, сэр! — тесе хучӗ Джон Мангльс. — Эпӗ калам тата, Америка ҫӗрӗн урлӑшне каҫса кайма пӗрре те хӑрушӑ мар. Пурте йӗркеллӗ. — Фомка?! Еткер валли кӑна-и? Эпир хамӑр та, ҫав самана ывӑлӗсем, историри йышлӑ тӗслӗхсене пула, халь урӑлса ҫитнӗ ҫынсем, ҫавӑн чух хамӑр халӑх ӑҫтан-ха ҫав хаяр та вӑйлӑ империпе ҫапӑҫма хӑюлӑх ҫитерме пултарнинчен, мӗнле хӑватпа хӗтӗрӗнсе ҫӗкленнинчен тӗлӗнетпӗр. — Вӑл йӗрсе ячӗ, унтан вара пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ те, куҫҫульне шӑлса, малалла калама тытӑнчӗ: — Вӑл мана юратмасть пулсан, мана киле ӑсатмашкӑн кам чӑрмантартӑр иккен? — Кунтах, кунтах, ачам… Ах, Том, Том, эпӗ сана ҫав тери юрататӑп, эсӗ, юри хӑтланнӑ пекех, хӑвна ху лайӑх тытмасӑр манӑн ватӑ чӗреме хускататӑн. Шкула лӑках тулнӑ халӑх хушшипе хӗсӗнсе тухса, сӗтел патне Варюха-горюха пырса тӑчӗ, ҫӳҫне хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ аллипе шӑлса якатрӗ. Хӗҫ тепӗр пуҫ ҫине вӑркӑнмашкӑн тепре йӑлтлатрӗ, анчах вӗри лаша айккинелле сиксе ӳкрӗ. Ку ракета темиҫе уйрӑм пайран е секцирен тӑрать. Ку Кассий Кольхаунпа унпа юнашар пыракан пӗр ҫамрӑк плантатор пулнӑ. Кандов вӗсен хапхи патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ ир вӗсем патне Клисурӑран пӗр ҫын пычӗ; ҫынни шанчӑклӑскерччӗ, К. хулинчен килне таврӑнатчӗ те, Бойчо ӑна, ҫула май, лашапа Радӑна лартса пыма каласа янӑ иккен. Рада ҫав каҫхине хӑйӗн тусӗ Лалка вилсе кайнине пӗлсен, Клисурӑна тухса кайиччен юлашки хут курса юлас тесе, Юрдансем патне васканӑ. Вӑл самантрах вилме хатӗрленчӗ. Вӑл ҫичӗ лашана йӗнерлесе ҫӑварлӑхланӑ та вӗсене хӑваласа килет. Вӑл унпа ҫӳлтен пӑхса калаҫнӑ, час-часах унран шӳтлесе кулкаланӑ, хӗрӗн калаҫӑвӗнче пӗрмаях Фомашӑн паллӑ мар сӑмахсем вӗлтӗртетнӗ, вӗсене Люба уйрӑммӑнах ҫирӗппӗн, юриех мӗнпур кӑмӑлтан каланӑ. Эсӗ сивҫӑва юрататӑн вӗт? Кучерсем вара кӑвак сӑхмансемпе, свиткӑсемпе, кӑвак эрмексемпе, така тирӗнчен тунӑ ҫӗлӗксемпе, тӗрлӗ майлӑ картуссемпе ҫӳреҫҫӗ. Ҫапла лӑпланнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрте кӗрсе пӑхрӗ; анчах унта никам та ҫук. — Пӗлместӗп. Айртонпа эпӗ килӗшетӗп, тӑрса тухнӑ каторжниксем тӳрӗ ҫӳрекен ҫынсемшӗн хӑрушӑ мар тесе шутлатӑп. — Мӗнле, нумай тӑрӑпӑр-и? — терӗ вӑл. Манӑн куҫҫулӗнчен кулатӑн-им? Анчах ума пӗр-пӗр хӑрушлӑх сиксе тухас пулсан, Уэлдон миссис Бенедикт пиччӗшӗ пулӑшасса ытлах шанма пултарайман. Пӳлмерӗм те ӑна эпӗ, итлемерӗм те. «Дьяк? — юрланӑ чухнехи пек кӑшкӑрса ячӗ дьяк майри, тавлашаканнисем хушшинелле хӗсӗнсе кӗнӗ май. Хӑй вӑл ҫиелтен кӑвак пир пустарнӑ тӑлӑп тӑхӑнса янӑ. Ҫапла! Ҫуртри ҫынсенчен кунта хуҫаран урӑх никам та ҫуккине асӑрхасан, сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Николчо бай мана хӑйпе шантарса илчӗ, вӑлах мана, киле таврӑнма, лашине те парса ячӗ. Павел халь те астӑвать-ха унӑн юлашки сӑмахӗсене: — Салтаксем, большевиксем енче пулӑр, вӗсем сире сутас ҫук. Карчӑк пӗччен тӑрса юлнӑ старик хӑйӗн чаплӑ ҫурчӗ вырӑнӗнче тӑрса юлнӑ кӗл ҫинче епле макӑрни ҫинчен каласа пачӗ. Кубаньри виноград лартса тӑвас енӗпе ӗҫлекен пиншер ҫыннӑн пурнӑҫӗ ҫав ҫуртпа ҫыхӑннӑ пулнӑ, унта академиксем те пыра-пыра кайнӑ. Асли — авланнӑ, арӑмӗ унӑн тулӑ кулачӗ пек шурӑ та кӑпӑшкаскер, куҫӗсем унӑн пысӑк, хуп-хура. Эх, савнӑ ачамсем, мӗнле те пулин карап курасса ӗмӗтленсе, эпир тӑтӑшах чуллӑ ҫӗрсем ҫинче тенине пӗлесчӗ эсир! Унӑн ҫути кӗсменсемпе, пӑрахут винтисемпе, тӗрӗксен шӗвӗр сӑмсаллӑ фелюгисемпе касӑлакан тата тӑвӑр гавӑнӗ пур еннелле те йӗрлесе ҫӳрекен ытти йышши кимӗсемпе те хумханакан шыв ҫинче йӑлкӑшманпа пӗрех туйӑнать. Гранит ҫыранпа хуптӗрленнӗ тинӗс хумӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫийӗпе шӑвакан темӗн йывӑрӑш кимӗсемпе пусӑрӑннӑ, вӗсем кимӗсен аяккисене, ҫырана пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ-ҫапӑнаҫҫӗ те, кӑпӑкланса, тӗрлӗ ҫӳп-ҫаппа вараланса, ӳпкелешнӗ пек шавлаҫҫӗ. Муани-Лунга хуран ҫывӑхнерех ярса пусрӗ. Кунта ҫиекен упа сарри, тутлӑ улма, темиҫе карҫынка питӗ тутлӑ та темӗскертен пӗҫернӗ симӗс пӑшалусем, темиҫе кӑкшӑм ӗҫмелли шыв пур. Ну, ну, тӗреклет хӑвна! Тирпейлӗ тӳмеленӗ мундирлӑ кадет — ун ҫумӗнче; кӑшт аяккарах, чӳрече янаххи ҫине таянса, пуҫне усса, суккӑр ларать; вӑл халӗ кӑна лӑпланнӑ, хӑйне ҫав тери хумхантарса янӑ тавлашу ҫинчен шухӑшлать пулас. — Пур, пур: нимӗҫ, Линдамандол, Карло Карлыч; — анчах вӑл хуҫаланмасть. — Хирӗҫ кайма шут тытрӑмӑр пулсан — ҫав ҫулпах пырар. Ҫав самантра Петр Артамонов ывӑлӗн ҫинҫе куҫхаршийӗсем сасартӑк хускалса илнине курчӗ. — Эй-эй-эй! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Кирлӗ-и, эпӗ сана урӑххине кӑтартам? — Кирлӗ пулать. — Вилмест-и? Максим Яценко, хӑй те малоросс, мужиксемпе тарҫӑсем умӗнче хӑйне мӑнкӑмӑллӑн тыткаламасть. — Сысна сыснана ҫимест вӑл… — Ахалех. Ӗҫ шуткӑлла мар! Робертс пырсан пурте вӑл кӑштах савӑнӑҫлӑраххине туйса илнӗ. Вӑл ҫӑкӑр чӗлли касать те каснӑ чӗллине татах каялла арчана урать, вара хӑйӗн умӗнчи икӗ чӗлӗрен пӗрне ачине парать. — Джонсон губернатор? — тесе ячӗ Паганель. — Аслӑ Линкольнӑн преемнике! О, ӑссӑр, фанатик-чура тытаканӑн аллинче вилнӗ Линкольн! Ӗнер Сталин юлташ конференцинчен хӑй патне ҫуран таврӑнчӗ. Пур ҫӗрте те тенӗ пекех вӑрӑ-хурахсем хушшинче чи аслӑ дворянсем, графсем, герцогсем нумайтарах. «Ҫапла пулмасӑр! Аяларах вӑл Мбело шывсиккине лекнӗ те ӑнсӑртран ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлнӑ. Чиновниксем хут, перосемпе чернил тупса хатӗрлерӗҫ те кӗсъесенче мӗн тупнисене пурне те ҫырса опись турӗҫ. Опись туса пӗтерсен, вӗсем мана хӑйсене ҫӗр ҫине антарса яма ыйтрӗҫ. Хӑйсен опиҫне императора ҫитерсе пачӗҫ. Вӑл ҫавӑрӑнса килет, Тоня вӑл килессе пӗлет. — Пустуй калатӑн, Фелим! — Ну, турра шӗкӗр, — тет хорунжи арӑмӗ. Паллах, суя вӑйсене ӗненни кунта пысӑк вырӑн йышӑннӑ, анчах каннибалла хӑтланасси час-часах урӑх сӑлтавсемпе те, апат ҫитменнипе тата выҫӑхса ҫӳренипе те тухса кайнӑ. Вӑл та Аким ятлӑ, чӗнессе ӑна Кӗҫӗнни тесе чӗнеҫҫӗ, унран сылтӑмалла — арӑмӗ тата арҫыннинчен тӑлӑха юлнӑ, ватӑлсах ҫитнӗ хунямӑшӗ лараҫҫӗ. Сӗтел вӗҫнерехре ҫитӗнсе ҫитнӗ икӗ хӗрӗ лараҫҫӗ, сӗтел хӗррисене вара ачи-пӑчисем, шӑнасем пекех йышлӑн сырӑнса илнӗ. Давыдов, нимӗн шарламасӑр, ун ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ. — Ирттерсе яма хушман! Вӑл тӑлӑп ҫухине хӑлха патӗнчен аяккалла илнӗ те итле пуҫланӑ; паҫӑрхи пекех ҫил шӑхӑрнипе турта ҫумӗнчи тутӑр вӗҫсе ҫатӑлтаттарни тата ҫуна хупӗ ҫумне юр пырса перӗнни илтӗннӗ. Эпӗ утрав вӗҫне ҫитме ӗлкӗртӗм. Юлашкинчен, 1642 ҫулта чапа тухнӑ тинӗсҫӳревҫи Тасман Ван-Димен утравӗнчен ҫавӑрӑнса каять; ӑна вӑл ҫурутрав тесе шутланӑ, ӑна вӑл генерал-губернатор ячӗпе Батави тесе хӑварнӑ. Анчах эпӗ куҫа уҫнӑ чух вӑл савӑт-сапа ҫума тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, халатпаччӗ, йӗпе турилккесене камин ҫинелле таянтарчӗ. Тулта темскер чӑштӑртатса илчӗ, алӑк уҫӑлчӗ те — пӳлӗме Елена кӗрсе тӑчӗ. Тӗл перекен алӑллӑ, ҫивӗч куҫлӑ та ҫӑм пусса лартнӑ чӗреллӗ ҫавнашкал вӑйлӑ та ҫӑтӑх ҫынсем кирлӗ мана шӑпах. — Анчах мӗне кура Кавказа, ҫитменнине тата юнкер пулса, кайма хыпӑнса ӳкнӗ-ха вӑл? — Хускалать, Марко. Унӑн пичӗ чӑнахах та туртӑнса чӗтренчӗ, анчах хӗрача хӑйне часах алла илчӗ, вара, вӑл сӑмах пуҫласан, унӑн сасси шӳтлӗн те савӑнӑҫлӑн илтӗнсе кайрӗ: — Суккӑр пулсан, мӗнех-ха вара? — ыйтрӗ вӑл. — Ҫук, Вильсон. Марья Николаевна чӑнах та тӗрӗс каларӗ — канмалла унӑн: ҫак ҫӗнӗ паллашусенчен, тӗлпулусенчен, калаҫусенчен, ун пуҫне, ун чунне кӗрсе кайнӑ сӗрӗмрен — ют хӗрарӑмпа кӗтмен ҫӗртен ҫывӑхланнинчен — пуринчен те ҫаксенчен канмалла ун! Леш аманман сулахай аллипе уҫа-уҫа пӑхкаласа тухрӗ те пӗр самант хушши комендант ҫине чӑр пӑхса тӑчӗ. Анчах пуху пӗтнӗ тӗле Макарӑн тӑнлавӗсем ҫинче карӑнса тӑракан юн тымарӗсемпе вилнӗ пекех шурса кайнӑ, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ сӑнӗ ҫине пӑхса илчӗ те ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, кирлӗ мар! Ӑҫта каяс ман? — Мӗнле майпа? Каҫхине эпӗ ҫакна та асӑрхарӑм; пирӗн хуҫа эрехе те юратарах паракан ҫын иккен… Ҫывӑраҫҫӗ, нимӗн те туймаҫҫӗ… «Бенедиктӑн ултӑ ури» пачах ултӑ ураллӑ мар. Мотор кӗрлесе илчӗ, гудок кӑшкӑртрӗ, тӗлӗннипе ним калама аптӑраса тӑракан Коля куҫӗ умӗнчен хӗрлӗ ҫутӑ самантрах ҫухалчӗ. Темле ним ҫыхӑнусӑр мӑкӑртатни ҫеҫ илтӗнсе кайнӑ. Сивӗ ҫан-ҫурӑма аванах ҫӳҫентерет. — Эсӗ унпа паллашни нумай пулмасть-и-мӗн? Е вӗсене пурне те, сыснасене пуснӑ пек, пусмалла-и? — Мӗн кунта? Персе пӑрахатӑп!» Анчах та астӑвӑр: жандармсем килсен сире те ухтараҫҫӗ. Офицер, ҫилӗпе ҫухӑрса, аяккалла сиксе илчӗ. Ун пек пулсан — ман пата пырӑр. — Ку — пит те лайӑх! — килӗшнӗ Татьянӑн хаваслӑ упӑшки. Ӑнланатӑр-и эсир, айван ҫынсем? Хӑй куҫа курӑнмарӗ пулин те, витӗр курӑнакан кӗрен пайӑркисене тӳпенелле сарса ячӗ, ҫавна пула курӑк ҫинчи сывлӑм тумламӗсем хаваслӑн, ҫурхи савӑнӑҫӑн тӗрлӗ тӗслӗ хӗмӗсем пек йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа вӑл ҫав лӑпкӑлӑха пӑсасшӑн пулман, ӑна пӑсма хӑранӑ. Эвелина, темӗнле пачах сисмен ҫӗртен ӳссе ҫитӗннӗскер, ҫав тухатнӑ евӗр шӑплӑх ҫине хӑйӗн тӑрӑ куҫӗсемпе пӑхнӑ; вӗсенче вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн темӗнле ӑнланманнине, пуласлӑх пирки ыйтса пӗлме ӗмӗтленнине курма пулнӑ, анчах нихҫан та, нимӗнле тӳсӗмсӗрлӗх те палӑрман. Манӑн ватӑ кӗсре ахаль те ҫӳрекелӗ-ха. Пит хытӑ хумханса курнӑ хыҫҫӑн хам кӑмӑл киленсе, лӑпланса кайнипе ҫеҫ ҫавӑн пек пулнӑ пулӗ тетӗп. Андрейӗн сасси, туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх евӗр хальтен халь татӑлса каясла, ҫинҫереххӗн те ҫинҫереххӗн янӑрама пуҫларӗ. Грант капитанпа унӑн икӗ матросӗ Табор…» — Епле? — тесе сиксе тӑчӗ Паганель. — Утравӑн хӗррине ҫитсе ҫӑлӑнчӗҫ. Мана та вырттар… Парӑшсене «Ӳркенмен» ятлӑ пӑрахут туртса пынӑ, унӑн капитанӗ Фоман ӗлӗкхи пӗлӗшӗ — хайхи Ефим матрос пулнӑ. Халӗ ӗнтӗ ӑна Ефим Ильич тесе чӗннӗ, вӑл вӑтӑр ҫинче пыракан, рысь куҫӗсемлӗ тӑп-тӑваткал тӑлпан этем, ӑс-тӑнлӑ, тирпейлӗ, хытӑ алӑллӑ капитан пулнӑ. Халь пит ир-ха. Виҫӗ пин те ултҫӗр тӗрӗслевҫӗ асӑрхаса тӑнӑ ӗҫсем мӗнле пынине. Нафансен ывӑлӗ Азария, хаяр та хастарскер, пулнӑ вӗсен пуҫлӑхӗ, шалти никам тӳрлетейми усал чир вутла ҫунтарнӑран вӑл нихӑҫан та ҫывӑрмасть текен сас-хура ҫӳренӗ ун пирки. Харсӑр моряксене ҫирӗм хутчен вилӗм умне тӑратнӑ приключенисем хыҫҫӑн вӑл хӗвеланӑҫ енче анлӑ океан сарӑлса выртнине курнӑ: пролив чӑнах та пулнӑ-мӗн! Тен Том Аустин Туфольд бухтинчех якӑр ярса ларма пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек усал ҫанталӑкра судносене кунти ҫырансенче пулма хӑрушӑ. Ҫӳлте тӳпе, аялта шыв — хӑрушшӑн ахӑракан океан, ҫил шӑхӑрать те хумсем макӑраҫҫӗ, малта вара, инҫетре-инҫетре, тен, тӗнче хӗрри те пулӗ. — Савнӑ ачам, юратнӑ шӑлнӑм, эсӗ чӗрӗ иккен! — терӗ шӑппӑн Мэри. Авӑ вӑл хушнипе ҫапнӑ Урбински Полидор Виргилийӗн япаласене ӑсласа тупакансем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеки манра та пур… 720-мӗш ҫулта пичетленӗ… — Хӑҫан курнӑ вӑл? Ҫитменнине тата, йытӑ ҫури те пӑрахса тарчӗ. — Тинӗс тӗпӗ мӗнле? Пит те шеп пулса тухнине хӑвах куртӑн ӗнтӗ! Мӗншӗн-ха унӑн хуйхӑллӑ ҫӳремелле?.. Эрех ӗҫнипе ун пуҫӗ шавланӑ, чӗрине кӳренӳ — ҫынсем ҫине кӳренни лӑсканӑ. Кулма тапратӗ манран… — пӑлханса каланӑ Фома. Хӑйсен социализмне халӗ те ҫине тӑрса тӑваҫҫӗ-и? Берсеневӑн пӳлӗмӗнче фортепьяно ларать; вӑл пысӑках мар, ҫӗнӗ мар, анчах уҫах мар пулсан та, кӑмӑллӑ та ҫемҫе саслӑ. — Ӗненетӗр-и, — тӑсрӗ малалла вӑл: — Евгений Васильевич мана авторитетсене йышӑнма кирлӗ марри ҫинчен каласан, эпӗ ҫав тери хӗпӗртесе ӳкрӗм… Суккӑр ҫӗртен куҫ уҫӑлнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Вӑл калаҫса ывӑнчӗ, эрех ӗҫрӗ те кайӑкла хӑрах куҫпа пушӑ графин ӑшнелле пӑхса илчӗ, ним чӗнмесӗр тата тепӗр пирус чӗртсе тӗтӗмне уссийӗ витӗр кӑларма пуҫларӗ. Тепӗр кунӗнче, декабрӗн 26-мӗшӗнче, пуҫра тытса юлмалӑх нимӗн те пулмарӗ. Унтан вара:«Эсӗ-и ку, Саня? Вӗсем Казондене кӑнтӑрла пырса кӗчӗҫ. Ун ҫинчен хаҫатра та ҫырнӑ. Вӑл вун виҫҫӗре те эпӗ вун саккӑрта ҫеҫ вӗт, ҫавӑнпа мана пӗртте итлемест. — Вӑт ҫапла ҫав! Анчах Марко наукӑн тӗнче пит-куҫне ҫӗнетсе улӑштармалли асамлӑ хӑвачӗ пуррине чӗрипе туйса тӑрать. Эпӗ: пуриншӗн те каторга пулать! теттӗм. Ҫитрӗ акӑ вӑл. Ача ҫав сирӗлсех пыракан тӗтӗм ҫинелле пӑхса илет те:— Ха эс ӑна, ав ӑҫта ҫурӑлчӗ! — тет вӑл, чылайччен чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн. «Мӗн-ха вӑл пӗрехмай кулать?» — шухӑшларӑм эпӗ киле таврӑннӑ май; манпа пӗрле пыракан Федор нимӗн те шарламарӗ, анчах питӗ кӑмӑлсӑр утса пычӗ. — Ҫапла, мустангер, анчах эпӗ тискер лашасене тытма пӗччен ҫӳретӗп. «Чӗрӗ!» тенӗ шухӑш вӗҫсе илчӗ ун пуҫӗнче. Мӗскер эсӗ? Урӑх пӗр минут та сая ан яр, пӗр ҫеккунт та — вӗсене сӑмала сӗрсе, тӗк ӑшӗнче йӑваласа юханшыва пӑрахмалла. Сӑмах Майданов поэми пирки пулчӗ; — Вӑхӑтсӑрах ан пӑшӑрхантарӑр ӑна, — терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтра стременной айӑплӑ лашана чӗлпӗрӗнчен ҫавӑтса пырса тӑратнӑ. Пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсенче пучахлӑ тырӑсене акса пӗтерчӗҫ, кунта авӑ манӑн прорыв. Улапӗсем халь чылай лутра пек, Егорушка тинкерсе пӑхрӗ вӗсем хулпуҫҫийӗсем ҫинче сӑнӑсем мар, тимӗр сенӗксем тытнӑ ахаль мужиксем ҫеҫ иккенне курчӗ. Унӑн ҫилӗллӗ сӑмахӗсене итлесе, Гаврилов, ӑна шыв леш енче кам та пулин ҫырса тӑмасть-ши тесе, лашине ҫавӑрсах пӑхса тӑрать. Ҫав самантра — залӑна, урисене аран кӑна сӗтӗрсе, шурса кайнӑ, хытанка та ҫӳллӗ старик, халат тата калпак тӑхӑннӑскер, пырса кӗчӗ. Кайран ҫав комисси членӗ мана губкомра тӗл пулчӗ те пӗр виҫӗ сехет пулӗ калаҫса ларчӗ. — Илтрӗр-и эсир? — тепӗр хут каларӗ Шубин, — Инсаров господин кунта килет. Вӑл патагонец Талькав ятлӑ пулнине те пӗлчӗ, Араукани чӗлхипе каласан, вӑл «аслати» тени пулать. Чӑнахах ӗнтӗ, пӗр енчен, вӑл ҫакна курма тивӗҫлӗ пулнӑ. Лось пырса тӑчӗ, пӑсланакан чей куркине ҫӗклерӗ: — Хохлов, манпа пӗрле вӗҫме килӗшместӗр-и? Кашниех пӗрне-пӗри ячӗпе каларӗ, кунта вара ман ним иккӗленмелли те юлмарӗ. — Кӗлмӗҫрен те начартарах ҫӳретӗн, мана намӑслантаратӑн, — тесе вӑрҫатчӗ кукаҫей. Анчах та эпӗ пурӑнатӑп-ха! Ҫывӑхран ҫунтар! Сӗмсӗрсем ята ҫӗртрӗҫ манӑнне, манран тата манӑн сана юратакан чӗремрен ирсӗррӗн мӑшкӑлларӗҫ. Вӑл хавасланса кайрӗ, хӑйӗн хуҫине унӑн мӗнле те пулин лайӑх сӑмах каласси килчӗ, — хуҫа аван ҫын! — ӑна ҫав тери тутлӑ апат ҫитерет. Хӗрарӑмӗ хуҫа пек пулса юрлать: — Мӗн эсир чӑрманатӑр, кум? Вӑл, ыйхӑпа ӗнтӗркенӗ пек пуҫне сӗнксе, куҫӗсене хӗссе чӗлпӗрне пӗр алӑран тепӗрне куҫарать. Ҫӗтӗк-ҫатӑк малахайӗ ҫине хӑй капюшон витсе янӑ, килте тӗртсе тунӑ кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ. Пӑхсан, — тӗлӗрсе ларакан хурчка пекех туйӑнать. — Шутсӑр тӗлӗнмелле! — тенӗ майор. — Шутсӑр тӗлӗнмелле! Тата мӗнле кӑмӑл туртать вӑл сирӗн… devant les domestiques… Падди О'Мур хӑнасене пушӑ вырӑнсем ҫине ларма сӗнчӗ. — Сире кӗтнӗ эпӗ, — терӗ вӑл Гленарвана. — Ыттисене вара мӗнле? — Ирсӗр… ангелле тумланнӑ! — тенӗ вӑл шӑлне хӑйӑрса. Хӑй пек ытти пиншер боецсемпе пӗрле, — хӑй пекех ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ, анчах та хӑйсен класӗн влаҫӗшӗн ҫапӑҫма сӳнми ҫулӑмпа ҫунса тӑракансемпе пӗрле — вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывне урлӑ та пирлӗ ҫуран, утса каҫнӑ, вӑрҫӑ тӑвӑлӗнчен пурӗ те икӗ хут ҫеҫ татӑлса юлнӑ. Пӗринче — пӗҫӗ аманнипе, тепринче — ҫирӗммӗш ҫулхи шартлама сивӗ февральте тифпа чирлесе ӳкнипе. Вӑл халӗ карҫинкка тӗлӗнче малтанхи пекех хускалмасӑр тӑракан ҫара уран хӗрарӑм ҫине урам урлӑн тимлӗн пӑхать. Пурин хыҫӗнчен те сӑнать, ыйтса пӗлет, — пирӗн урам тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗ, чӳречесенчен пӑхма тытӑнчӗ… — Хытӑ ыратать. Дик ирӗкре пулсан, мӗскӗн хӑравҫӑ Негоро хӑйӗн каварҫи пек пӗтесрен ун патне ҫывхарма та шикленсе тӑрӗччӗ. Эпӗ пӗррехинче унпа чылайччен калаҫрӑм, ҫак калаҫу мана нумайӑшне уҫса пачӗ. Иртнӗ пурнӑҫран уйрӑласси, мӗн пулнине пӗтӗмпех урӑхлатса манасси тата хамӑн пурнӑҫа, унӑн мӗнпур ҫыхӑнӑвӗсене йӑлтах вӗр-ҫӗнӗрен пуҫарса ярасси ҫӑмӑл та ҫавнашкал пулмалла пекех туйӑнчӗ, ҫавӑнпа иртсе кайнӑ кунсем мана пӑшӑрхантармарӗҫ, ҫыхлаштармарӗҫ. Вӑл ларнӑ. Часах тата ҫакӑ та палӑрчӗ: эпир кун пекех малалла пырас пулсан, шыв юхӑмӗнчен аяккалла иртсе каятпӑр, — шыв кӗрлени ерипенех илтӗне пуҫларӗ. Ҫак вара ӑна, кутамккине ҫурӑмӗ ҫине хӑпартса хурса, малалла, хӑй пӗлмен ҫӗрелле утма хӗтӗртрӗ. * * * Дубцов, Любишкин, Демка Ушаков бригадирсем кунсеренех юланутпа хире туха-туха пӑхаҫҫӗ, ҫӗр пиҫсе ҫитнине тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫакӑ-и ӗнтӗ сирӗн ҫ-ҫула кайнӑ чухне тӑхӑнакан плащ? Аллине хуҫмалли ҫӗҫӗ тытнӑ. Вӑл мана, Вилӗм Пирӗштийӗ тесе чӗнсе, пӳлӗм тӑрӑх хӑваласа ҫӳрет. «Вӗлеретӗп сана, тек вара ман пата килейместӗн!» — тесе кӑшкӑрать. Унӑн чунне йывӑр шӑплӑх, хускавсӑр пурнӑҫ сас-чӗввисене ҫӑтса тӑракан шӑплӑх вырнаҫнӑ пек туйӑннӑ. — Манпа кам калаҫасшӑн? — Чи малтан эпӗ. — Калатӑп-ҫке, эсӗ тӗп пӗлтерӗшне ӑнланмастӑн тесе. Хӗрарӑмсем ҫинчен те вӑл сахалтарах, ҫавӑн пек чӑрсӑрах мар, кӑмӑллӑрах калаҫать. Эпӗ ырӑ сунтӑм та тухрӑм. Ҫӗр, илтетӗр-и эсир пире? Вӑл тимӗр пекех ҫирӗп кӑмӑллӑ… тӑмпайлӑх та, ҫӑмӑлттайлӑх та тата пӗр вӑхӑтрах — тӳрӗ кӑмӑллӑх та пур унӑн; вӑл, чӑнах та, питӗ тӳрӗ ҫын, теҫҫӗ. Корж мӗн те пулин ырӑ мар пуласса асра та тытас ҫукчӗ-и тен — куна ӗнтӗ, паллӑ, курӑнсах тӑрать, пӗр-пӗр шуйттанӗ илӗртнӗ — ҫенӗкре мӗн пурри-ҫуккине лайӑххӑн пӑхса ҫаврӑнмасӑрах, Петруҫ хайхи козачкӑна ярса илет те, ҫын каларӗш, пӗтӗм чунтан юратса, шупкарах хӗрлӗ тутинчен чуптуса илет, вара, леш хайхи шуйттанах, тӗлӗкӗнче турӑ хӗресне курмалла пултӑрах ӑна, йытта! ватсупнӑ кӑмӑлне ҫавӑрать те шӑп ҫав самантра пӳрт алӑкне уҫтарать. Марко сӑмахне тухтӑр тӗлӗнсе кайса итлерӗ. — Марко бай, — терӗ вӑл чӗререн шантарса, — ӗмӗр-ӗмӗр тав тӑвӑп сана. — Тр-р-р! — илтӗнчӗ картишӗнчен. Кара-Тете паллӑ пулни Каи-Куму кӑмӑлне кайманнине майор часах ӑнланса илчӗ. Хӗвел ҫак ватсупнӑ, хӑршӑлнӑ, анчах ҫамрӑк чунне ҫухатман ӳт-пӳ ҫине, ҫак ватӑ пурнӑҫ ҫине, хӑйӗн вӑйӗ-пӗлӗвӗ ҫитнӗ таран ачасен пурнӑҫ ҫулне илемлетекен ҫын ҫине савӑнӑҫлӑн, ачашшӑн пӑхнӑ… Нимӗҫсем колхоз председателӗ вырӑнне староста уйӑрса лартнӑ та, ял халӑхӗ ӗлӗкхи пекех артельпе ӗҫлесе пурӑннӑ. Тӑшман совет ҫӗрне ӗмӗрех тап-таса пурӑнаймӗ-ха, эпир ку сӗмлӗхре тен лӑпкӑ ларсах ирттерӗпӗр, тесе шутланӑ Плавни ҫыннисем. Анчах Давыдов ӑна, ачана чуп тунӑ пек, сивлеклӗреххӗн ҫамкаран чуп турӗ те ҫирӗппӗн каларӗ: — Ан кулян, Варюха, пурте йӗркене кӗрӗ! — Питӗ шел, — терӗ Паганель. — Эпӗ ялик ҫине ларса Окленда ҫитме ӗмӗтленнӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ, мур илесшӗ, кунта тата тепӗр хут ҫӗрле килмелле пулать. Корчагин нумаях та пулмасть пулса иртнисене аса илет. «Вӑт ҫутӑ тинӗс! — терӗ Андрей хӑй ӑссӗн тӗлӗнсерех те хурлансарах. — Манӑн каяс пулать, эпӗ каймасӑр тӑма пултараймастӑп. Воропаева пӑрахас — Ленӑран хӑйӗнченех кулнӑ пулӗччӗҫ, пӗлӗшӗсем ун ҫинчен хуйхӑрса калаҫнӑ пулӗччӗҫ, ун пек туни ытла асаплӑ. Ҫамрӑк чухне эпӗ кӑшт спинет калама вӗреннӗччӗ. Неушлӗ вара вӑл, Алексей Мересьев, паянхи кун ҫунатлӑ турӑ пек пулса, шӑп Петровӑн пӗтмелли самант ҫитнӗ вӑхӑтра темле тӗлӗнмелле майпа сасартӑк нимӗҫ умне тухса тӑнӑскер, халӗ ӗнтӗ таҫта лере, снарядсем ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ ҫӗр ҫинче ҫунса кайнӑ аш татӑкӗ пулса выртать пулӗ? Ачасене ҫуратрӑм, пӑхса усрарӑм, ура ҫине тӑратрӑм — мӗн тумашкӑн-ши? Кусем вӗсем пичӗсене хупласа, пуҫӗсене усса йывӑррӑн утакан питӗ пысӑк ҫынсем пулчӗҫ. Лӑпкӑн калӗҫ, ӑслӑн калӗҫ, манран йӗкӗлтенсе, хӑйсен ӑслӑлӑхӗн ҫӳллӗхӗнчен пӑхса калӗҫ: Чать! — тейӗҫ… Нимӗн пӗлмесӗр кайни вӑл ӑссӑр хӑтланни ҫеҫ пулнӑ пулӗччӗ. — Упа ҫури ҫинчен эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? — тесе ыйтатӑп эпӗ. — Эсӗ хуллентерех! Анчах вӑл ҫакнашкал лайӑх пулӗ тесе шутламан та. Сана курасси — киленӗҫ. Павелӑн халиччен ӑшра тытнӑ чӑтӑмлӑхӗ пӗтӗмӗшпех тӑвӑлса тухрӗ, ҫавӑн пек чухне яланхи пекех, хӑвӑрт та вӑрт-варт турткаланса илчӗ вӑл. Пурлӑх пуҫтарас тесе тӑрӑшса ӗҫлени те, ывӑҫ тупанне хӑпартса курпунланиччен тӑрӑшни те — ахалех пулчӗ. Кӳрӗр, ыталанар… Ӑмӑрткайӑк! Унта хамӑрӑн мӗнпур ылттӑна йӑтса куҫармалла, кун хыҫҫӑн шлюпка ҫине тиесе «Испаньола» патне ҫитермелле пулчӗ — сахал йышлӑ ҫынсен ушкӑнӗшӗн чылай йывӑр ӗҫ. — Нимӗн те курман! — Эпӗ сире ҫав йӗрӗнчӗк ҫынран хӑтарма пултарӑттӑм. Ҫавӑн пек пулкалать ача-пӑчасен те, вут-кӑвар мӗн иккенне пӗлмен чухне, вӗсем ӑна тӳрех алӑпа ярса тытаҫҫӗ. Хальхинче вӑл Натальйӑна нимӗнле парне те памарӗ, Петра вара ӳпкелешсе:— Мана кӗрӳсем мар, ывӑлсем кирлӗ. Нумайӑшӗ пӳртрен тухса кайсан тин вӑл ура ҫине тӑчӗ; витре умӗнче пӗшкӗнсе ларакан Лапшиновран йӗрӗнчӗклӗн пӑрӑнса иртсе, Тимофей Рванӑя хуллен ҫапла каларӗ: — Атя манпа пӗрле, Тимофей! Февраль… Негр хӗрарӑмӗ хыҫӗнчен виҫӗ негр ачи чупса тухрӗ, — пӗр хӗрачапа икӗ арҫын ача, — пир кӗпе ҫеҫ тӑхӑннӑ вӗсем; амӑш аркинчен тытнӑскерсем, ман ҫинелле именчӗклӗн йӑпшӑнса пӑхаҫҫӗ. Ҫакӑн пек кӗтмен инкеке курсан, туземецсен вӑйӑ карти саланчӗ. Тӗлӗнмелле шӑпана пула, вӑл икӗ Говэн хушшине лекрӗ, — пӗрне вилӗм сунчӗ, теприн пурнӑҫӗшӗн хӑраса, чӗтресе тӑчӗ. Вӑл хӑйне ӑнланса илмелле мар ҫак сцена ҫинчен ӑнлантарса парасса кӗтет. Карчӑкӑн тантӑшӗсем унӑн типсе ларнӑ, пӗркеленнӗ ӳтне ҫуса тасатрӗҫ, тумлантарчӗҫ, макӑрчӗҫ, анчах пытарнӑ чухне Яков Лукич пек лӑпланайми татӑлса йӗрекен пулмарӗ. Хыттӑн ҫапӑннӑран вӑл стена ҫинелле ывӑтӑнчӗ те ҫаврӑнса ӳкрӗ. — Аттеҫӗм, — терӗ Елена (вӑл пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе ларчӗ пулсан та, унӑн сасси ҫирӗп пулчӗ), — эсир мана тем тума та пултаратӑр, анчах мана намӑссӑр, кутӑна перетӗн, тесе ахалех айӑплатӑр. — Каҫарӑр та-ха, тӗнчере ҫук хӳхӗм хӗрарӑмсем пур ҫӗрте ҫапла манах пек пурӑнмалла-и! — Дик, — чӗнчӗ вӑл ӑна куҫӗнчен пӑхса, — Гаррис ӑҫта? — Малалла калӑр, доктор… Чим-ха, ан тив, ан тив! — Олеся, ирӗк парсам мана… Анчах ирӗк паратӑп тесе тупа ту малтан… — Халь мисс Пойндекстер, мана пурте лайӑх пек туйӑнать. — Шлейферша патне каятпӑр эпир». Тепӗр кунхине распределителе Наробразран комисси килчӗ, ҫавӑн чух вара распределителе ӗмӗр-ӗмӗрех пӗтерсе лартрӗҫ. Кӑпӑкланакан хумсем ҫине Негоро пӗр хӑрамасӑр пӑхрӗ. — Мӗнле, уйра юр пайтах-и? Петр, арӑмӗ ҫине пӑхса, пуҫӗпе сулса илчӗ; Ертсе пыракан специалистсене восстание хутшӑннӑ пирки арестленӗренпе темиҫе кун та иртрӗ-ҫке ӗнтӗ, — терӗ кӗтесрен Денекко. Рада хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, аптраса пуҫне чикрӗ. Сывлӑш ҫавӑрмассерен хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет. — Мӗн, мӗн тетӗр? — ыйтрӗ вӑл, хӑй кӑвакарса кайрӗ. Вара ҫамрӑк ача турӑран хӑйне хастарлӑх кӗртме, асаплантарнине вӑйсӑрланмасӑр чӑтма хал пама ыйтса кӗлтурӗ. Карҫинккине туллиех хуратул пашалӑвӗ тултарнӑ пӗр хресчен хӗрарӑмӗ ун патне пырса, ӑна хӑлхаран пӑшӑлтатса:— Ан шарла, — терӗ. Мӗн пулнине таркӑнсене ҫаках ӑнлантарса пачӗ. Тӑрса гранатӑна вӑйпах туртса илмелле-и? Кунашкал юратакан ҫынсем ӗмӗрлӗхех юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен мӗн чухлӗ ытларах юратаҫҫӗ, юратакан чуна ҫавӑн чухлӗ ытларах пӗлекен пулаҫҫӗ, ӑна юратасси, урӑхла каласан унӑн кӑмӑл туртӑмӗсене ҫырлахтарасси ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлланать. Анчах мӗн чухлӗ чарӑнса тӑмалла, мӗнле чӑтмалла, ҫил карапа тепӗр хут каялла хӑваласа чакарсан? Ҫын пӗччен чух хӑйне хӑй мӗнле тыткаланине сӑнаса тӑрсан, вӑл ӑсран тухса кайнӑ пек туйӑнать. Часах ӗнтӗ мӑй ҫине амулетсем ҫакма, кабинӑна хура кушаксем лартса кайма пуҫлатӑр пулӗ. Чирлӗ, мӗн тӑвас тен, ӳт-пӳ халсӑр, анчах хӑвах шутласа пӑх — пурӑннӑ кун чул! Юлашкинчен, деспотизм ку, манӑн пуҫа шухӑш кӗчӗ пулсан, мӗншӗн ӑна каламалла мар? Ҫылӑха кӗчӗҫ, кӗчӗҫ — ҫылӑх шучӗ те ҫук! — Приговор вуласа парать, — терӗ Сизов, ӑна итлесе. Престол умӗнче чӗркуҫленсе, ҫара пуҫӑн, аллисене кӑкарӗ ҫине хӗреслетсе хурса, пӗр-пӗчченех кардинал Монтанелли тӑрать. Ӑш вӑркать, ачам… Турӑ ҫавнашкал ҫырнӑ! Патша правительстви ҫав ӳкнӗ метеорита тӗпчеме тӑрӑшман. Совет влаҫӗ хыҫҫӑн кӑна Совет Союзӗнчи Наукӑсен академийӗ тайгана виҫӗ экспедици янӑ. Халӗ ӗнтӗ Актеон унпа ҫумӑн утрӗ, ӑна начар куракан ученӑя тепре шурлӑха кӗрсе ӳкесрен сыхласа пыма хушрӗҫ. — Эсӗ мӗншӗн ҫиленетӗн? — терӗ вӑл сасартӑк, ман умра чарӑнса тӑрса. «Енюша, Енюша», илтӗнчӗ чӗтрекен хӗрарӑм сасси. Алӑк уҫӑлса кайрӗ те — шурӑ чепец, кӗске чӑпар кофта тӑхӑннӑ лутра карчӑк тухрӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫнелле пӑхрӗ. Хӗр нимӗн те калаймарӗ, анчах мӗншӗн? Эсир епле пурӑнни ҫинчен ыйтмастӑп та — Сирӗн пек ҫын лайӑх пурӑнма пултараймасть, — ун вырӑнне эпӗ Сире хам ҫинчен пӗлтерем: эпӗ ӑҫтарахрине пӗлсе тӑрӑр. Ну, мӗн ҫухӑратӑн-ха эсӗ, ухмах тункати? — Эпӗ ӑна пӗлетӗп, — тенӗ инспектор. Вӑл месерлех кӑкӑрне каҫӑртса выртрӗ, сӑмси вара унан вилнӗ пек шап-шурӑ шурӑхса кайнӑ. Пуҫ ҫине хӑрушлӑх ӳкнӗ чух ҫын ӑспа-пуҫпа тавҫӑрса илме ӗлкӗреймест, ӑна вилӗмрен хӑтӑласчӗ тенӗ кӑмӑл ҫеҫ ирӗксӗр хускатать. Июль уйӑхӗнчи каҫсемпе ҫӗрсенче путенесемпе карӑшсем авӑтмаҫҫӗ, шырлак хӗрринчи тӗмсем айӗнче шӑпчӑксем юрламаҫҫӗ, чечек шӑрши те кӗмест, анчах апла пулин те ҫеҫенхир ытармалла мар илемлӗ-ха, унта тулли пурнӑҫ вӗресе тӑрать. Ҫак престо хыҫҫӑн вӗсем ыттисенчен нимӗнпех те уйрӑлса тӑман лайӑх аndante-не йӗрӗнчӗк варьяцисемпе каларӗҫ, чаплах мар финалне пӗтерчӗҫ. Шалу, паёк, ӑнсӑртран илекен посылкӑсем — пурне те пӗр тан пайлама йышӑнчӗҫ. Уйрӑм харпӑрлӑхра ҫумри пӑшал таврашӗ кӑна юлчӗ. Пӗтетӗп эп — аминь! Негоро пырса курӑнманни тӗлӗнтерчӗ те, канӑҫсӑрлантарчӗ те Уэлдон миссиса. Хӑй ҫинчен вӑл: эпӗ полка таврӑннӑшӑн хӗпӗртерӗҫ пулас, тесе кӑна пӗлтернӗ, анчах ҫавӑнтах: юлашки ҫапӑҫусенче пысӑк ҫухатусем пулнӑ, ҫавӑнпа та кунта кашни опытлӑ ҫын пынӑшӑнах савӑнаҫҫӗ, тенӗ. Княгиня мана паян: эпӗ пӗлетӗп вӗсем манӑн хӗршӗн перӗннине, терӗ. Оленин хӑй умне уҫса хунӑ кӗнекине вуларӗ, анчах унта мӗн ҫырнине нимӗн те ӑнланмарӗ. Ӗнер ман пата Жаркий кӗрсе тухрӗ, вӑл хӑй патӗнчен ачасене илнӗшӗн кӑмӑлсӑр пулнӑ, мана хама та вӗсем темӗн пекех кирлӗ, тет. — Колхоза илме ыйтса. Тарас, ашшӗне куҫран пӑхса ӑшшӑн, тараватлӑн кулса янӑ, унтан шухӑшлӑн:— Сире эп шӑп ҫакӑн майлах астӑватӑп: чӗрӗ, савӑнӑҫлӑ… Ӗмӗрне те пултарайрас ҫук! Кӗрӗр, ютҫӗр ҫыннисем, кирек кам пулсан та эсир кунта хӑвӑр килти пек пулӑр! — Чарӑн! Хуллен! — команда пачӗ Челкаш. Анать ӗнтӗ ман пурнӑҫӑн хӗвелӗ… тен, сирӗн те? — Эпӗ паян, анне, иртерех ҫывӑрма выртатӑп, ыран пирӗн ирхине пилӗк сехетре Черкасова движенийӗ пуҫланать… Марья Васильевна Кораблевпа килӗшменшӗн питӗ хӗрхенме пуҫларӗ вӑл. Мӗне кирлӗ ахальтен мӗскӗне пени? — Эпир улталанни ҫаплах-ха, вӑл… — Мӗн паллисене, сэр? Унӑн сасси час-часах татӑлчӗ, вӑйсӑр аллисен шӑмӑллӑ пӳрнисем, сӑхман тӳмисене тӳмелеме тӑрӑшса, кӑкӑрӗ тӑрӑх шукаларӗҫ. Хӑйсем малтанхи шухӑшӗсене пӗтерсе лартакан йӗрки вара вӗсен питех те ҫаврӑнӑҫлӑ; вӗсен диалектикине пӗлсе ҫитес тесен, хӑвна шкулта вӗрентнӗ логикӑн правилисене пурне те пӑрахмалла. Малтисене айӑккинчен пырса ҫапса пӑтраштарса ячӗҫ, кайрисенчен уйӑрчӗҫ, кашнине кирлӗ пек хӑналарӗҫ, Голокопытенко вара Андрия ҫурӑмран хӗҫ лаппипе туртса ҫапрӗ, унтан козаксем вӗсенчен мӗнпур вӑйпа тарма тытӑнчӗҫ. Титока раскулачить тунӑ чухне кам инкек курчӗ-ха? Хӑй хыҫӗнче кӑшкӑракан дезертира пӑхас тесе, Окунев шӑрпӑк ҫутрӗ. Анчах Устин, ӑна пӳлсе, васкавлӑн малалла каласа кайрӗ: — Эпӗ ахаль те сан умра тарҫӑ пек тӑратӑп; эсӗ, улпут пек, йӗнер ҫинче ларатӑн. Каҫхи апат ҫинӗ чух вӗсем тӑваттӑше те эпӗ хам ирӗкпе те, ирӗксӗр те айӑпа кӗнисене асӑнса, эпӗ пӑчланса каятӑп тесе хӑратса, мана кӑшласа ларчӗҫ, анчах эпӗ ӗнтӗ пӗлеттӗм: ҫавна пурте те вӗсем ҫиленнипе те мар, тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран та мар, кичем пулнӑран ҫеҫ калатчӗҫ. Ҫамрӑк красноармеец, хӑйӗн ӗннӗ ҫӳҫ пайӑркине хыпаласа пӑхрӗ те йӑл кулса илчӗ. Ҫапах та утать вӑл — хӑйӗн хӗвелтухӑҫнелле каймаллине пӗрре те асран ямасть… Генерал, манӑн лаша пур, хӑвӑра илмӗр-ши? Анчах Шалый сухалӗ айӗнче кулса ҫеҫ илчӗ: — Унпа калаҫмалла мар… Мӗнле каламаллине пӗлместӗп-и вара эпӗ? Кӗнеке шкапӗсем умне пусма тӑратса, Павел хӑй валли интереслӑ та кирлӗ кӗнеке шыраса, кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке иле-иле пӑхса, ҫав пусма ҫинче темиҫе сехетшер ларать. Ӑна эпӗ яланах инҫетренех, утти тӑрӑхах палласа илетӗп. Питӗ аван уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, каҫпа Гленарванпа унӑн юлташӗсем Вио старикпе алӑ парса уйрӑлчӗҫ. «Ах, мужик эсӗ, мужик ывӑлӗ, — тейӗҫ. — Экспедици ун пирки пӗтнӗ вӑл — факт. Паянах, кӑнтӑрла, тухса каятӑп. Хуллен-хуллен вӗсем сывлӑш ҫавӑрса илчӗҫ, вара Том хуллен ҫапла каларӗ:— Гекльберри, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, мӗн пулать-ши? Тахҫан авал Потемкин тӗрӗксем ҫине, Дунай ҫине илсе кайма хатӗрленӗ казаксем тӗ поход умӗн ҫакӑнта тӑнӑ. Тетӗшӗн тӳрккес, хура кӗлетки Яков пурнӑҫне тата тепӗр мӗлке илсе кӗртрӗ, манаха курни унра малашне тем пулассине систерекен йывӑр туйӑм ҫуратрӗ, унӑн тӗксӗм, хухса пыракан сӑн-пичӗ вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарчӗ. Тӳп-тӳрех, калинкке патнеллех килет вӑл. Кӗҫех мотор кӗрлени илтӗнчӗ. Ҫутта хирӗҫ пӑхайманнипе, куҫӗсене хӗссе, вӗсем хӳме патнелле чакрӗҫ. — Хӑш корпусран эсир? — ыйтрӗ Козельцов, хӑйӗн шӑлнӗ ҫинчен пӗлес кӑмӑлпа. Анчах обществӑна пуринчен ытла илем параканни плантаторӑн чипер хӗрӗ пулнӑ. Анчах старик унӑн темӗнле «ехqhizes» ҫинчен каланӑ пӗр сӑмахне те хӑлхана чикесшӗн пулман. Ку вӑл, тӳррипе каласан, жаттӑ та марччӗ, юмахра асӑнакан чӑх ури ҫинчи ҫурт кӑначчӗ. Унӑн халӗ пурнӑҫра пирвайхи хут чӑн-чӑн тӑшманпа тӗл пулма часрах сывлӑша вӗҫсе хӑпарас килчӗ, пульӑсемпе «Р–5» текен самолёт хӑй хыҫҫӑн кӑкарса пыракан пиртен тунӑ хӑмпӑва мар, тӑшманӑн чӑн-чӑн самолётне ҫапас килчӗ. Унтан, пӗтӗм пит-куҫне пӗркелентерсе лартнӑ савӑнӑҫлӑ кулӑпа кулса, шӑллӗ патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен тӗртрӗ те аллисемпе, пит-куҫӗпе тата пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хӑвӑрттӑн паллӑсем тума пуҫларӗ. Нумай пулас чемпионсем тренерсене ҫапӑҫма вӗрентнӗ чухне вӗсене ҫак хӗрхенӳсӗр вӑхӑта чӑтса ирттермешкӗн хӑнӑхтарнӑ. Такамран эпӗ илтрӗм: ҫав ӗмӗрех ӳсӗр ҫӳрекен ҫын Хусанти академире вӗреннӗ, архиерей пулма пултарнӑ терӗҫ, — эпӗ ҫавна ӗненмерӗм. — Итлӗр-ха мана, — терӗ кардинал, ҫӗнӗрен ун ҫумне ларса. — Ун пирки йӑнӑшнӑ эсӗ! Ман ӗҫӗм-хӗлӗм Апла пулин те, эпӗ, кӑҫалхи ҫу вӑхӑтӗнче музыкӑпа интересленме пуҫласа, хамӑрӑн хӗрачасемпе ытти ҫулхинчен ытларах туслашрӑм. Хӑй ҫине никам та асӑрхаса пӑхманни ӑна пӑртакҫӑ кӳрентернӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫак тӑхлан тусанӗ ҫапнӑ тӗксӗм питлӗ ҫынсене хисеплес те килнӗ. Сиртен хӑшӗ те пулин утрав ҫине сигнал парать пулсан, ӑна вӗлеретпӗр, — терӗ капитан. — Пур шурӑ джентльменсене те. — Эсӗ пӗлме тивӗҫли пурте, ывӑлӑм, — терӗ Сильвер, мана хирӗҫ. Эп санӑн сӑмахусене ӑҫта кирлӗ ҫӗре илсе тухӑп… Ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнче такам ҫӳренӗ пек туйӑнчӗ мана. — Ох, Том, пӗтрӗмӗр эпир иксӗмӗр те! Кит ҫӑвӗ кирлӗ вӑхӑтра шыва тӑксан, вӑхӑтлӑха шыва хумханма чарать те карап рифсем хушшипе иртессине ҫӑмӑллатать. — Юлташсем, вӑл мӗн каланине илтрӗр-и эсир? Том кун пирки акӑ мӗн каларӗ: енчен Джима йӗркеллӗ илсе тухса кайма пултарнӑ пулсан, эпир сулӑпа анаталла, юханшыв вӑррине ҫитиччен каяттӑмӑр — ахальшӗнех, тӗрлӗ мыскарасем тӑвассишӗн кӑна, — малтанах ҫапла шухӑшласа хунӑ-мӗн Том, — ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл Джим ирӗклӗ ҫын иккенне пӗлтерес тенӗ; эпир вара ӑна пӑрахутпа илсе каяттӑмӑр, вӑхӑт ирттернӗшӗн ӑна укҫа тӳлеттӗмӗр, ӑна кӗтсе илме пур негрсем те тухчӑр тесе малтан ҫыру ҫыраттӑмӑр, хулана эпир ӑна факелсемпе, музыкӑпа ӑсатса яраттӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл паттӑр пулса тӑратчӗ, эпир те паттӑра тухаттӑмӑр. Вӑл ашкӑннӑ пекле хӗрарӑмсене куҫ хӗссе кӑтартрӗ те, кӑлкан пек малти ҫӳҫ пайӑркине сӗтел ҫинелле усса, чикаркӑ вӗҫне лампа ҫуннӑ ҫӗре пырса тӗкрӗ. Хисеплӗ Ҫыннӑм ****! Апатланса ларнӑ вӑхӑтра вӗсен ҫуртӗнчен инҫетрех те мар бомба ӳкрӗ. — Хастарлӑ, анчах ҫирӗп пул. Вӑл алӑк патӗнче кӑшт итлесе тӑчӗ, унӑн ури уксахланӑ пулин те вӑл ҫав тери майпен шала кӗрсе кайрӗ. Вӑл пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрать, юлашкинчен пурте ун патне чупса пычӗҫ. Купецсем хушшинче вӑл ятлӑ ҫын пулнӑ, ӑна — «ӑс-пуҫлӑ, мимеллӗ», — тесе хисепленӗ, хӑй те вӑл хӑйсен йӑхӗн аваллӑхне палӑртма юратнӑ: — Эпир, Маякинсем, Кӗтерин аннемӗр патшара ларнӑ чухнех хуҫасем пулнӑ, апла пулсассӑн, эпе — таса юнлӑ ӑруран, — тенӗ вӑл хӑйӑлтатакан сасӑпа. Куҫ умне мӗнли тӗл пулать, ҫавӑ манӑн. — Апла пулма пултараймасть, — терӗм эпӗ. Тата кӑштах калаҫсан, пурте саланма тытӑнчӗҫ, эпир ҫитес кунсенче те Зухин патне пухӑнма калаҫса татӑлтӑмӑр, мӗншӗн тесен унӑн хваттерӗ ыттисемшӗн пуриншӗн те ҫывӑх. Эй, турӑҫӑм, епле пӑчӑ кунта! — Мӗнле, мӗнле, мӗнле? — ҫаплах лӑпланмасӑр, Ленӑна калла таврӑнма чӗнчӗ вӑл. Пӗрле каварлашнӑ пекех, тӑваттӑшӗ те лашисене каялла ҫавӑраҫҫӗ те, кунта епле чуптарса килнӗ, ҫавӑн пекех аяккалла вӗҫтереҫҫӗ. Мужика шелленӗ пек пулса, ырӑ сӑн-пуҫлӑ Уҫӑп йывӑррӑн сывласа илсе мӑкӑртататчӗ: — Мужик нумаях улталас ҫук, — тетчӗ. Вара, вӑрман шӑршипе те тикӗт шӑршипе сывласа, лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ. Батареецсем унтах, тупӑсем патӗнчех, ҫывӑраҫҫӗ. Вӗсем, военком пекех, хӑвӑрт сиксе тӑчӗҫ. Кунта ют ҫӗршывсенче те, вырӑнта туса кӑларнӑ эрехсемпе закускӑсем тултарса лартнӑ тем тӗслӗ йышши ешчӗксем тата корзинкӑсем пулнӑ. Леноре фрау хӑйӗн ҫине акӑ мӗншӗн уйрӑмах хытӑ кӳренчӗ: «епле-ха эпӗ ҫав таранах суккӑр пултӑм, нимӗн те курмарӑм!» — Мӗн кӑшкӑраҫҫӗ вара сана ачасем? Ирхине ирех тӑнӑ, вырӑнне тирпейлӗн пуҫтарнӑ, тумтир таврашне асӑрхасах тӑна, чӗн пиҫиххине хытӑ туртса ҫыхнӑ, ботинкисене тасатнӑ тата хӑйӗн ачалла сӑн-питне ҫемҫе те сайра тек пекки кӑна тухкаланӑ пулин те, час-часах хырӑннӑ. Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: кукамай вилнӗ хыҫҫӑн кӗҫӗн Ивин пиртен ютшӑнчӗ, хӑйне мӑннӑн тытма пуҫланӑ пек туйӑнчӗ. Ал айне килнӗ чух эпӗ тата хӑшпӗр япаласем ҫырса хутӑм: партиецсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун прогул тӑвакансем тӑватӑ процент, ӗҫе кая юлса тухакансем те тӑватӑ процентах, партире тӑман ҫитӗннӗ ҫынсем хушшинче уйӑхне пӗрер кун сиктерсе хӑварнисем вунпӗр процент, кая юлса тухаканнисем — вунвиҫҫӗ. Мӗншӗн тесен: эпӗ уншӑн пулсан чи малтан — хӗрарӑм, унтан — тин парти ӗҫӗнчи юлташ. Кам пулӑн эсӗ, мӗн тухӗ санран — ӑна турӑ кӑна пӗлет; халлӗхе… пырать-ха! — Кирила Петрович Дефорж ҫине кӑтартрӗ: — Ав епле ман французӑм. Юрӗ, хамӑрах ҫапла тавҫӑрса илнишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп; сыщиксен ҫапла пулмалла та. Тепӗр кун эпӗ урӑх утрав ҫине куҫрӑм, унтан вара виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш утравсем ҫине ҫитрӗм. — Тӑн-пуҫ турри, музӑсен прематорӗ! Хӑвна пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе тӑракана чӗр сывлӑш кӳрт! Вӑл укҫа мана кирлӗ. Ахальтен мар вӑл хӗлле те, ҫулла та шыва кӗнӗ. Пӑшал сасси янӑраса кайнӑ; унтан шари ҫухӑрса яни илтӗннӗ, ҫын ҫӳлелле сиксе илнӗ те тӗшӗрӗлсе ӳкнӗ. Пурне те пӑхса ӗлкӗрейместӗн. — Мӗнле ӑнланмалла кӑна? Анчах Дрягин патӗнче хӗн курса вӗренни усӑ кӳреймен. Вӑл художникчӗ, ун пек художниксем сайра тӗл пулаҫҫӗ, тӗлӗнмелле ҫын, кун пек ҫынсене пирӗн Русь кӑна вӗҫӗмсӗр ҫуратса тӑрать. — Ку аван. Эсӗ ан иккӗленсе тӑр, эпир санпа иксӗмӗр турӑ патне пырса тӗкӗнме те пултарас ҫук… Сирӗн пире хӑвӑр кам иккенне пӗлтермелле, сирӗн пирӗнпе пӗрле хавасланмалла… — Мӗне ӗненесшӗн мар-ха тата эсӗ, Джо? — терӗ Мери Джейн, Сюзаннӑпа пӗрле кӗрсе. — Андрейч, эсӗ-и мӗн? — тенӗ старик. — Пӑхӑр-ха ун урисене! ӑна нишлӗх пуснӑ, чирӗ пуҫланнӑ кӑна пулас та, анчах иккӗленмелли нимӗн те ҫук. Манпа пӗр ҫулхирех, мантан пӑртак лутрарах, терӗ вӑл. — Турӑ ҫинчен калаҫма йывӑр, — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ вӑл. — Ҫук, — терӗ юлашкинчен Ермолай, — ӗҫ тухмасть: кимӗ тупмалла… Вӑл ҫавӑнтах мӗн вӑй ҫитнӗ таран темтепӗр хӑтланма тапратрӗ: арҫын ачасене чышкаларӗ, ҫӳҫӗсенчен туртрӗ, пит-куҫӗпе мӑшкӑла-мӑшкӑла кӑтартрӗ, пӗр сӑмахпа каласан, — хӗр чунне мӗнле илӗртме пулать, хӗр мӗне ырлама пултарать, ҫавсене пурне те тума тытӑнчӗ Том. Сасартӑк, вӑл аллине ҫӗклерӗ те, вилнӗ пек хытса:— Пӑхӑр-ха! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Эй! салтӑр-ха аллӑмсене… «Култарса вӗлерекен ҫакнашкал перчеткене ӑҫтан тупрӑр эсир? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл манран; ҫак ыйту мана хытӑ савӑнтарчӗ, ҫӑмӑллӑх кӳчӗ. Килте, сӗтел хушшинче ларнӑ чух, чашӑкра сивӗнекен купӑста шӳрпи ҫинчен манса кайсах кӑвакарчӑнсем ҫине пӑхма тытӑнсан, унӑн ҫурхи ҫилпе хуралнӑ пичӗ ҫутӑлсах кайрӗ, анчах чӗрене йывӑрлӑх пусрӗ… «Епле! турӑ чиркӳне хисеплемелле мар-и! сирӗл, хам йӑхӗ! — тет те унтан, Кирила Петрович еннелле ҫаврӑнса: «Лайӑх-и вӑл, ваше превосходительство, йытӑ пӑхакансем йытӑсене чиркӗве илсе кӗртни! — Кала-ха эппин, мӗн тума пулать вара? Эпӗ тем тума та хатӗр! — терӗ Викентий. Манӑн юлташсем ҫав минутра мана пырса сӗртӗнсен, электричество вӗсене те хытӑ тӗртсе ярассӑнах туйӑнать. Эппин вуннӑн юлнӑ пулать. Ку енчи казаксем вара калама ҫук кӑмӑллӑ та хавас пулчӗҫ. Хама кайран каласа пачӗҫ: эпӗ ҫавӑн чухне сакӑр сехете яхӑн ҫывӑрнӑ. Хӗрарӑмсемпе аван пурӑнса ирттертӗм пулать имӗш, кирек мӗнле йыт аҫинчен те япӑх мар!» Городцов ӗҫӗсене районти ҫӗрӗҫ пайӗ сулахай сулӑнчӑкпа чирлени тесе хак панӑ та хуҫалӑха урӑхла йӗркелеме чарса лартнӑ, Городцов вӗсене хӑйсене тапӑннӑ, районти ҫӗрӗҫ пайӗнче ӗҫлекенсене «шалттай-палттайсем» тата «ответлӑха хӑвӑр ҫинчен сирме тӑрӑшакансем» тесе ятланӑ. Пысӑк улӑм шлепкесем тата виноград ҫулҫисенчен тунӑ калпаксем, шурӑ тата кӗрен майкӑсемпе кофтӑсем тӑхӑннӑ виноград касакан хӗрарӑмсем ретсем хушшисенче хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ. Мана вӑл курткӑшӑн та тав турӗ, ҫакӑн пек хур кӑтартнӑшӑн каҫар терӗ. Хӑй те вӗҫтерсе кӑна ҫӳрет, ыттисем те вӗҫтерсе кӑна ҫӳреҫҫӗ, вӑл та вӗрентет, ӑна та вӗрентеҫҫӗ: поляксен чи пуян панӗ пек». Кай та — пурне те каласа тух. Хӗрарӑмсем, те, тырӑсене пытарӑр, лайӑхрах пытарӑр, унсӑрӑн кая пулать, те. Инкек пуласси малта-ха, асту ман сӑмахсене, инкекӗ малта кӗтет. Вӗсем улани час-часах пушхир шӑплӑхне хускатса илет, пӗрре вӑл хӑй умӗнчех виҫӗ кашкӑр тарнине асӑрхарӗ. — «… Правительствӑн ҫӳлте асӑннӑ распоряженийӗ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра Тург замокӗнче башньӑна хупӑрласа илсе, питӗрсе лартнӑ вунтӑхӑр пӑлхавҫа, ҫӳлте асӑннӑскерсене, пулӑшма тата вӗсемпе ҫыхӑну тытма юрамасть». — Мӗн? Ӑхӑ! Килӗшетӗн манпалан? Сана калатӑп эпӗ, Веткин: касмашкӑн вӗрен. Вӑл савӑнса калаҫнисене итлесе, эпӗ: — Манӑн та ҫавӑн пек пурӑнмалла-ши? — тесе шутлатӑп. Турӑсен хушшинче тӗрлӗ хыпар ҫӳретес енӗпе ҫивӗч Меркурий ӗҫленӗ; картина ҫинче римлянсем ун ури ҫумне ҫунат ҫыпӑҫтарса ӳкернӗ. Хӑвӑр ҫулӑрпа утма хушатӑп сире! — Закон службине, — киревсӗр чун! — терӗ вӑл шӑл витӗр. Говэн, ирӗксӗртен тенӗ пекех, хуллен утса, стена ҫурӑкӗ еннелле пычӗ. Урок сире, ҫамрӑк ҫыннӑм. Вӑл мана юбилейринчен те ватӑрах пек курӑнчӗ, пит-куҫӗ те ӗшеннӗ пек. Анчах эпӗ урасене хӗреслетсе ларса пирус туртрӑм, ҫыру сӗтелӗ ҫинчи кӗленче айне вырнаҫтарнӑ «Килнӗ ҫынсемшӗн ҫырнӑ правилӑсене» пикенсех вула пуҫларӑм. Юлашкинчен вӑл ӑна:— Часах ҫутӑлма пуҫлать ӗнтӗ, санӑн выртса ҫывӑрасчӗ! — терӗ. — Суйма питӗ ӑста-ҫке эсӗ, Агафон! — кула-кула тӗлӗнчӗ Яков Лукич. — А! Кам-ха вӑл станца пуҫлӑхӗ? Пӑван ҫырӑва сӗтел ҫине хучӗ те страницӑсене пӗчӗкҫӗ сӗркӗчпе сӑтӑрчӗ. Пурнӑҫ вӗҫӗмсӗр сарӑлса пырать, куҫ умне кашни кунах тӗнчен ҫав тери пысӑк, халиччен пӗлмен, тӗлӗнмелле лайӑх енӗсем тухса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара хӗрарӑмӑн вӑраннӑ выҫӑ чунне тӗнчери пуянлӑхсемпе, шутласа кӑларма ҫук илемсемпе тата ытларах та хытӑрах хавхалантарать. Хӑй ачине пӑхса пыракан Уэлдон миссис та тавралӑх унчченхи пекех пушӑ пулнинчен тӗлӗнсе пычӗ. Пиҫиххи ҫумне вӑл икӗ хутаҫ: пӗрне — тарпа йӗтре хума питӗ ӑста икӗ пая пайласа — мала, тепӗрне — тытнӑ кайӑк-кӗшӗке хума хыҫала ҫакса ярать, авӑрламалли мамӑка Ермолай хӑйӗн ӗмӗр иксӗлми ҫӗлӗкӗнчен илсе тӑрать пулмалла. Владимир унталла уттарнӑ. — Эсир ҫапла тетӗр, — тӑсрӗ сӑмахне чарана-чарӑна, — укҫа салукран, армантан тата утӑшӑн кӗмелле, тетӗр… Максим Максимыч ӑна тата пӗр-ик сехет хушши хӑйпе пӗрле юлма сӗнчӗ. Ӑна хырӑнма пулӑшрӗ, сире усси килӗшмелле, ахалех ӳстерместӗр, — тесе асӑрхаттарчӗ, юлашкинчен амӑшӗпе аппӑшӗ ҫинчен, Панталеоне ҫинчен, вӗсен пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫинчен тата Тарталья йытӑ ҫинчен те сиктерсе хӑвармасӑр каласа пачӗ. Акӑ вӗсем, тимӗр хулӑсем, ӗлӗкхин пекех ҫирӗп. Ромашка пулнӑ иккен вӗсен патӗнче! — Ну, — хӑратса ыйтрӗ Фигура, — а эс ху кам — леш карап капитанӗ-им? Ун пуҫӗ ыратни иртнӗ, анчах вӑл салхуллӑ курӑнать. — Ҫук. «Анчӑк ҫури вӑл, тутар пек вӑрӑпа тытӑннӑ пулсан, мӗнле козак пултӑр-ха вӑл? Ӑна вулама пӗлни кирлех те мар. Хӑш-пӗр чух ҫӗр шалтан хуллен ҫеҫ чӗтрене-чӗтрене илет шыв лупашки ҫинче симӗс хӑях тӑррисем чӳхенсе илеҫҫӗ. — Ун пирки эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп, — калаҫма пуҫланӑччӗ Шубин… — Пурте пулас! Рота 6-мӗш бастиона хӳтӗлемелли хӳме тӑрӑх вырӑнаҫса тухнӑ. Турӑ пулнӑ, амӑшӗ унӑн пулман, мӗнле! Андрей воронкӑран сиксе тухрӗ. Унта ҫитсен, Дик Сэнд, ҫурҫӗрелле е кӑнтӑралла кайса, португалсен суту-илӳ кантурне тупма шухӑшларӗ, — ҫавӑнта ун юлташӗсем Тӑван Ҫӗршыва таврӑнма май киличченех хӳтлӗх тупма пултараҫҫӗ. Хӗвел Ҫӗр ҫинче пурне те пурнӑҫ паракан, ырӑ кӑмӑллӑ турӑ шутланнӑ. Ӑна, хамӑрпа хупӑрланнӑскере, ниҫта та кайса кӗме пултарайманскере, мӗн чухлӗ мӑшкӑллас килнӗ — ҫавӑн чухлӗ мӑшкӑллама пултарасса пӗлетпӗр. Пӗлетӗн-и? — Эпӗ. — Пирӗн пӑтранчӑк пӗчӗк шывра тӗрлӗ шампасем ишсе ҫӳреҫҫӗ те, шывне ытларах та ытларах пӑтратаҫҫӗ, — тетчӗ Петр Васильев. Анчах Тарас ҫывӑрмарӗ. Пӳрнипе сӗтеле майӗпен шаккакаласа, вӑл ним хускалмасӑр ларчӗ. Анчах ҫитӗ. — Ӗҫлеместӗн пулсан, каҫхине килме пултараймасан, ман патӑмра юл. Вӑл рояль патӗнче чарӑнса, пенснине пӳрни ҫинче сулкаласа, хӗснӗ куҫӗпе кӗтесселле пӑхса тӑчӗ. Полицие вӑрттӑн пӗлтерни ҫинчен эсир пӗлетӗр ӗнтӗ… — Эсир революцишӗн ӗҫлеме хатӗр терӗр? Яков ӑна Носков ҫинчен хӑвӑрт кӑна каласа пачӗ. Кирлӗ марччӗ ку нимӗн те… — Асӑнта тыт — вӑл протестант! — Днепр ҫинче ҫавӑн пек ӗҫ пулнӑччӗ… — хутшӑнчӗ тахӑшӗ хӗрсе пыракан калаҫӑва сасӑпа пӗрле темиҫе медаль хуллен шӑнкӑртатса илчӗ. Майор хӑйӗн чӑтма пултарайман тусӗсене ҫакӑнпа килӗшме ӳкӗтлерӗ. — Санӑн укҫупа мар-и? Атӑл ҫинче пулин те, ҫапах та тӳрӗ ҫул ҫинче те аташса кайма пулать-ҫке. Халӗ эсир манӑн алӑра, эпир сирӗнпе шутласа татӑлатпӑр, ҫавна пӗлсех тӑрӑр. Эпӗ чӗнмерӗм. Хӑмӑр кӑвак тӳпере пӗлӗтсен шупка хӗрлӗ хӗррисем ӗренкеленеҫҫӗ. Вӑл тусанпа хупланнӑ куҫӗсене шӑлса илчӗ те вара йӗри-тавра пӑхрӗ. Хӑтарсам пире, турӑ, ун пек событисенчен! Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Ромашов енне ҫаврӑнать те ним каламасӑр чӑр та чӑр пӑха-пӑха илет, пӑхасса та кирлинчен, тивӗҫлинчен, тен, ҫур ҫеккунт кӑна ытларах, яланхинчен кӑшт ҫех нумайтарах пӑхать пулӗ ӗнтӗ, анчах каччӑ ун куҫӗсенче кашни хутӗнчех ҫав хӑйшӗн ӑнланмалла мар, вӗри те туртакан-сӗтӗрекен вӑях туя-туя катать. Куратпӑр ӗнтӗ, «Пилигрим» ку енӗпе ытти карапсенчен уйрӑлса тӑман. Дик Сэнд вара хӑйне кирлӗ ҫак икӗ компаса питӗ упрама хушрӗ. Ашшӗ те, Кирьяк та ҫавнашкалахчӗ, пӗтӗмпех ашшӗне пӑхнӑ. Ҫавна пӗлнӗ Падди О'Мур. — Ҫук… мӗн… ахаль ҫеҫ… — терӗ вӑл мана хирӗҫ ирӗксӗр пек, ҫав самантрах вара, малтанхи пекех, пуҫне усса нимӗн шарламасӑр ларчӗ. Вара Алексей сӑнӑ йӑтса чупса пынӑ та сӑнӑнах упана хырӑмӗнчен яшлаттарнӑ. Тӑшмана тӗл пулас шанчӑкпа вӑл разведка вӑхӑтӗнчех тӳпене хӑпарма юратать… «Пилигрим» ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле, Ҫӗнӗ Зеланди еннелле, ҫул тытрӗ, вара январӗн 15-мӗшӗнче утравӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчи Хаураки заливӗнче вырнаҫнӑ Окленд портне, Вайтематӑна, пырса ҫитрӗ. Аялта лавсем патӗнче Пантелей, Емельян-виҫкӗтеслӗх тата улӑпсем тӑраҫҫӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, ҫынсем ытларах кирлӗ чух, чӗннӗ ҫӗре пыма тивӗҫлӗ рейстровый козаксемсӗр пуҫне кирек хӑш вӑхӑтра та хӑйсен ирӗкӗпе пыракансене те нумай пуҫтарма май пулнӑ: кӑна тума есаулсем, мӗнпур ялсемпе местечкӑсен базарӗсемпе площадӗсем тӑрӑх ҫӳресе, урапа ҫине тӑрса хыттӑн ҫапла ҫеҫ кӑшкӑрмалла пулнӑ: «эй, эсир, сӑра-эрех юхтаракансем, ҫитет сире сӑра юхтарма, ҫитет кӑмака хыҫӗнче выртма, хӑварӑн мӑнтӑр ӳтӗрсемпе шӑнасене тӑрантарма! — Эсир ҫемьеллӗ-и? Вулама пуҫлатӑп… Тӗттӗм-ха, нимӗн те курӑнмасть. Хуткупӑс халиччен ниҫта та пропаганда ӗҫӗнче хальхи урамсенче пулса иртекен вӑйӑсенчи пек пысӑк ӗҫ туман. Вӑл чуна ҫӗклентермест те, пусӑрӑнтармасть те — вӑл чун канӑҫне пӗтерет. Каҫ тӗлнелле Гусев Канаш Ҫурчӗн тӳремне ҫавӑрса илчӗ, тӳремрен ҫӑлтӑрланса тӑсӑлакан урамсенче баррикада купалама пуҫларӗҫ. Кашни кунах эпӗ ҫурҫӗрти ҫулҫӳревсем ҫинчен ҫыра-ҫыра хураттӑм. Эх, ma chere, эп сана ҫакна каласшӑнччӗ: пирӗн Полкан кӑшлакан шӑмӑра эпӗ нимӗн киленмеллине те курмастӑп. Сирӗн йӑнӑшӑр хӑвӑрпа пӗрле чӑн-чӑн арҫын илсе килменнинче — пӗр йӑнӑшӗ ҫакӑ, тепри — эсир кӑнтӑрла тата маска тӑхӑнмасӑр килни. Пӗлетӗр-и ӑна? Нивушлӗ ҫавӑн чул пурӑнса ирттернӗ эп?.. Мексиканецсем вӑл вырӑна пӗлме кирлӗ, унта каякан ҫулне те пулин пӗлме кирлӗ ӗнтӗ. Чӑнах та, салара вӑл ҫиме юрӑхли нимӗн те тупайман, лашасем валли шывӗ те начар пулнӑ. Эс унпа калаҫса пӑхрӑн-и? — «Сӑнавҫӑ». — Вӑл пӗрремӗш ранглӑ фрегат. Аллӑ икӗ тупӑллӑ. — Тӑхтӑр! — чарчӗ Дик пуртӑ ярса тытса чӑмма хатӗрленнӗ Геркулеса. Пирӗн карап Перу ҫыранӗ хӗррине тухрӗ пуль тетӗп эпӗ. Ҫенӗкре каллех ура сасси илтӗнчӗ, алӑк хӑвӑрт уҫӑлчӗ те — амӑшӗ каллех тӑчӗ. Эпӗ Григоришӗн тарӑхаттӑм, ҫав шӑрҫа ҫакнӑ хӗр унпа юнашар пулни пит те кӳренмелле килӗшӳсӗрччӗ. — Мӗншӗн эсир ҫапла пулӗ-ха тесе ӗненсех тӑратӑр? — терӗ мана штабс-капитан, чеен кулнӑ майӑн куҫне хӗссе. Сильвер пӗр хускалмасӑр тӑрать. Сиввӗн те канлӗн, вӑл хӑйӗн костылӗ ҫине таянса, тӑшмансене сӑнаса тӑрать. Банка кайса илес мар-и? — Эпир шыв шӑтӑкне мӗншӗн ҫапла ҫине тӑрсах питӗресшӗн-ха? — терӗ. Бурсӑра вӗренекен выҫӑ студентсем Киев урамӗсем тӑрӑх яртлатса ҫӳренӗ, мӗнпур ҫын вӗсенчен сыхланса кӑна тӑнӑ. — Эсӗ мана ан кӑшкӑр! Иккӗмӗшӗнчен, вӑл ухмах та пулман тата кӑштах вӗреннӗ те. Анчах утравӑн ҫак ячӗ нумая пыман… — Чӑнах та, — тет ӑна Гленарван, — ҫанталӑк вӑйӗсем пире хирӗҫ авӑрланса тӑчӗҫ. Вӑл сасартӑк ҫапӑҫу пуҫланиччен шыв ӗҫме шут тытрӗ. Кладовойсемпе трюмсенче туллиех ӗҫме-ҫимелличчӗ. Хура тӗттӗмлӗхре ҫиҫӗм ҫути шуррӑн, куҫа ыраттармалла йӑлтӑркка курӑнать. — Павка! — Эсир кама шыранине пӗлме юрать-и? — ыйтрӗ Нагульнов. Чӑнах та, пуҫсӑр юланут ҫав еннелле чуптарса пынӑ. Ӑна: «Мур илесшӗ, каялла ан тапаҫлан ӗнтӗ! хӑвна чыслӑ ӗҫ параҫҫӗ пулсан, йышӑн вӑл чыса, йытӑ!» тесе вӑрҫнӑ. Катьӑн тӗксӗм-кӑвак куҫӗсем сӳрӗк те чипер-селӗм, — вӗсенче те ҫӑхансем ишеҫҫӗ. — Ну, халь, тӑванӑм, куҫна пит ан хуп! — Кхм. Ҫакнашкал трофейсемпе маориецсем питех те мухтанаҫҫӗ. Тӗрме таврашӗнче урӑх никам та ҫук. Вӑл ӑна нихӑҫан та курман, анчах ун ҫинчен питӗ тӑтӑш илтнӗ, ҫавна май час-часах ӑна хӑйӗн ӑсӗнче сӑнарланӑ. — Сирӗн мӑшӑрӑра ӑсатсанах фронта тухса кайрӗ вӑл, — терӗ машинистка, — унтан вара вӗсенчен никамран та пӗр хыпар-хӑнар илеймерӗмӗр. Одинцова ҫакна пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ. Ҫакна пула музыка ман канӑҫа ҫеҫ ҫухатать, вӑл маншӑн — вӗҫленни мар. Мана ахаль те йывӑр. Ун ҫинче, ҫулӑм карҫинкка ҫинчи евӗр, вут тивмен тата икӗ хучӗ курӑнаҫҫӗ. Хӑш хула Атӑл ҫинче чи лайӑххи? Хут варалакансем пур чухне, вӗлерекенсем те пулаҫҫӗ. Маншӑн чи кирли халӗ Францие тӑшмантан ирӗке кӑларасси пулать. Цыдула килнӗччӗ. Тӗрӗссипе каласан, ку отряд мар, салтак вӑййине начар мар вылякан ачасен ушкӑнӗ кӑна пулнӑ. Кашни кадра чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, сӑмахран, пӗр сехетрен ӳкерсе илеҫҫӗ. Кайран лентӑна вӑтам хӑвӑртлӑхпа ҫавӑрсан, протуберанец мӗнле «пурӑннине» курма пулать. Ҫиме вара юри-мари хӑтланнӑ пек ҫеҫ ҫиеҫҫӗ. Сӑмах Рыбальченко илчӗ. — Андрей пӳлӗнсе ларчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса вӑртах сӗтеле тӳртен ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Океанпа кайнӑ чух эсир хӑвӑр малалла кайнин паллисене курмастӑр. — Ҫук, сэр, — ответлерӗ Джойс. Мана курасшӑн ҫӳлти хутсенчи чӳречесем патне тата ҫуртсем тӑррине темӗн чухлӗ халӑх пухӑна-пухӑна тӑнӑ. Ан тив, вӗсем паян ытларах ҫывӑрччӑр. Правленинче тӑватӑ чӑхӑ пурӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна, калӑпӑр, счетовод патне ертсе каятӑп, унӑн ҫурчӗ кӑмӑллӑ… Лактометр ҫав тӑвара кӑтартма пултарать-и, е Петька улталарӗ-ши? Тата тепӗр каҫ ҫапла чавалансан пӗр эрнелӗх ӗҫ пӑрахма лекет, — алӑсенчи хӑмпӑсем тӳрленмесӗр те ҫӗҫӗсене тытаймастпӑр. — Кирек мӗн шутлӑр, — терӗ вӑл малалла: — мана ҫапах та эпир питӗ туслӑ пуласса темӗскер пӗлтерсе тӑрать пек туйӑнать. Анчах юлашки вӑхӑтра, кӗтмӗн-туман ҫӗртенех, Макариха та юмӑҫ пӑхма тытӑннӑ. Ҫӳҫне ҫавралатса кастарнӑ, халӗ пирӗн патӑмӑрта лешсемпе пӗрле ӗҫет! Тарҫисем анса ҫухалсанах, Луиза хумханса тата тепӗр хут азотея карлӑкӗ патне пырса тӑчӗ. Ку кичем ӑна апат хыҫҫӑн Эмильпе сикмелле выляма та кансӗрлемест. Манӑн кулас килсе карӗ. Эпӗ вӗсенчен аяккарах тарма тӑрӑшрӑм, анчах мана хӑвӑрт тарма пит хӗн пулчӗ; урпа ҫав тери ҫӑра пулнӑ пирки хӑмӑлӗсен хушшипе аран-аран хӗсӗнсе утма пултартӑм. — Пире нимӗн те кирлӗ мар. Хастарлӑ ҫынсене хӑратаканни пулманнипе, вара, чикӗ урлӑ кашниех хӑй мӗн турттарса каҫас тенӗ ҫавна илсе каҫнӑ. — Нимӗҫ чӗлхи евӗрлӗ ҫав, — терӗ пичче, хулпуҫҫисене ҫӗклекелесе, — анчах вӗсен уйрӑмӗ пур: Исланди чӗлхинче грексенни пекех хисеп виҫҫӗ, япала ячӗсем латтин чӗлхинчи пекех вӗҫленеҫҫӗ. — Тупрӑм! — илтӗнчӗ тӗттӗм ҫӗрте Паганель сасси. Анчах Марийка чупса пыни обер-ефрейтора хӑй тӑвас тенине тума чӑрмантарчӗ. Тыткӑна лекнӗ ҫынна персе пӑрахасси пулмарӗ. Пире тем-тем калама тытӑнсан, эпир унпа иксӗмӗр ытла хӗрсе кайма пултаратпӑр. Мӗнле каласа парас сире? Анчах та начар, васкаса тумланнӑ, пӑлханса кайнӑ ҫынсем ытларах та ытларах чупса килсе пухӑнчӗҫ. Нимӗҫӗн ырӑ кӑмӑллӑ пичӗ, вӑл мана хӗрхенсе, эпӗ мӗншӗн йӗнине тавҫӑрса илесшӗн пулни куҫҫуле тата хытӑрах юхтарчӗ: мана намӑс пулчӗ, ҫакӑн умӗн пӗр минут маларах ҫеҫ эпӗ Карл Иваныча мӗншӗн юратманнине тата унӑн халачӗ, калпакӗ, яраписем мӗн пирки йӗрӗнмелле пек туйӑннине хам та ӑнланмарӑм; халь ӗнтӗ пачах урӑхла, ҫаксем пурте ытла та лайӑх пек, яраписем те вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӗнентерӳллӗ кӑтартнӑн туйӑнаҫҫӗ мана. — Бейпе юнашар ахальтен лартмарӑм та-ха эп ӑна, — ватти хӑйне култарса йӑпатакансене хисеплет. Вара, хӑй хуйхине пӗчӗк те ниме тӑман евӗр кӑна курса, ҫак пӗтӗмпех хӑратса, хӗсӗрлесе ҫитернӗ мӗскӗн ҫынпа танлаштарсан, хӑшӗ ҫитӗнсе ҫитнӗн те ӑслӑрах пеклӗн туйса, Хлебникова вӑл мӑйӗнчен ачашшӑн та хыттӑн ыталарӗ, хӑй ҫумне туртса лартрӗ те вӗри ӗнентерӳпе хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ: — Хлебников, сана начар-и? (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) — Тата шӑп ҫав вӑхӑтра, — хапӑллӑнах малалла тӑсрӗ Гаррис, — сана кӗтсе илме тата сан кӑмӑллӑ юлташусене ҫул кӑтартса пыма ӗҫ-пуҫ мана ҫак ҫыран хӗрне илсе килчӗ. — Кала ӑна, ан ӳкӗнтӗр, — хӗрелсе кайса, мӑкӑртатса илчӗ Женя. Ним те мар! Вӗсем ӑна пӑртак кичемрех ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах чӑн-чӑн джентльмен, «a perfect gentleman» вырӑнне хураҫҫӗ. «Ак тата тепри сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ!» терӗ Ганна тарӑхса. Ҫак совета ман хуҫа ҫуртӗнчен ҫирӗм мильре сарӑлса выртакан тӳрем вырӑнта ирттереҫҫӗ. Рудольф Митман пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ. — Эп урӑх пултараймастӑп: сивӗ мана… — Пыманнисене мӗн тумалла? Батальон командирӗ, Лех подполковник, ытти мӗнпур офицер пекех, нервисене ирех ним уссӑр, пач тулккӑсӑррӑн шӑртлантарнӑскер, плаца кая юлса тухнӑшӑн ун ҫинелле кӑшкӑрашса сиксех пынӑччӗ ӗнтӗ, анчах Стельковский хӑнк та тумарӗ, сехетне лӑпкӑн туртса кӑларса пӑхрӗ те, ним вырӑнне картман пекех, типпӗн тавӑрчӗ: — Приказра вуннӑ тӗлне пухӑнма каланӑ. — Ҫук, юрамасть, — терӗ старик. — Ман шутпа, вӑл артистсем паян нимӗн те кӑтартаймаҫҫӗ; кӑтартсан та — сирӗн унта кайма юрамасть. Леш таркӑн негр пире, Бертонпа иксӗмӗре, каласа пачӗ: питӗ путсӗр япала кӑтартаҫҫӗ иккен вӗсем; Бертон хула халӑхне кайса систеретӗп терӗ, хальччен ҫав сӗмсӗр ӑҫтиҫуксене хуларан кӑларса та ячӗҫ пуль. Килсе кӗнӗ ҫынсем «Сывӑ пултӑр Болгари!» тесех тухса кайрӗҫ, вӗсем «Вӑрҫӑ пуҫланчӗ» юрра юрласа ячӗҫ. Ку патак ырра выртмасть. Нимӗҫ вӑштах сиксе тӑчӗ, хӑранипе куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, шӗшкӗ тӗми ҫумне яшт тӑсӑлса тӑчӗ. «Акӑ мӗн патне илсе тухать вӑл ҫӑмӑлттайла хӑтланни», — шухӑшларӗ вӑл. Службӑшӑн тав тӑватӑп. Хӑпаланса тухнӑ аллисемпе хӑлаҫланкаласа, Сима хапха патнелле вӗҫтерчӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра унтан ӗҫе пӗтернӗ тӑватӑ ача чупса тухрӗ. Ку тем мар. Ӑнтан тухнӑ пекех пулнӑ амӑшӗ унталла куҫ илмесӗр пӑхрӗ, — Рыбин темскер калаҫрӗ, амӑшӗ ун сассине илтрӗ, анчах сӑмахӗсем амӑшӗн чӗтрекен чӗринче нимӗнле йӗр те хӑвармасӑр ҫухалчӗҫ. Пире йывӑҫ татӑкӗ кирлӗ. — Ну, тӑрах эппин, — ҫилленмесӗр те ывӑнчӑклӑн каларӗ Лушка. Далматинец хавхаланӑвӗ Горевӑна та ярса илчӗ. — Колхоз вӑл вӑхӑтлӑха-и е ӗмӗрлӗхех-и? Манька ӑҫта? — Ну, пӑрах! Миргородра вӑрлас-тӑвасси те, ҫынна лартасси те ҫук, ҫатан ҫине кам мӗн ҫакас тет, пӗр шикленмесӗр ҫакса хурать. Сен-Жером пачах ун пек мар, вӑл пайтах вӗреннӗ, илемлӗ те шукӑль ҫын, пуринпе те тан пулма тӑрӑшать. Ку пирӗн Поддубец ячейкине тата ытларах тӗреклетет. Елена куҫне хупрӗ. Анчах малалла мӗн тумалла-ха? Пирӗн поезд ҫине пенӗ хыҫҫӑн эпӗ ҫухални ҫинчен калама ытла ҫӑмӑл тесшӗнччӗ ӗнтӗ вӑл. — Вӑл мана ҫӑлчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Инсаров. Эпӗ хам акӑ ниепле наукӑсене те вӗренмен: ҫырмашкӑн та вӑтӑр ҫула ҫитсен тин вӗренме тытӑнтӑм. Эхер те вӑл халӗ хускалас пулсассӑн, столовӑйрисем пуртех те ҫакна асӑрхама, пуҫӗсене чӳречерен кӑларса пӑхма пултарассӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна. Вӗри яшка илсе килччӗр ӑна валли. Вӑрҫӑ вӑрҫас ӗҫ вӑл эсӗ шухӑшланӑ пек пулса пымасть ҫав, Володя! Мана, ташлама вӗрентнӗ упана ертсе пынӑ пек, ҫавӑтса пыраҫҫӗ. «Mutter! — sagte ich, — ich bin Ihr Sohn, ich bin Ihr Karl! — Асту! — мӑшлатса илсе асӑрхаттарнӑ Волошин. Вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрман. Тул ҫуталас умӗн, батальонсенчен юлашки сведенисем илнӗ хыҫҫӑн, оборонӑн пӗтӗм схемине пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тинех ӗненнӗ: тӑшмана кӗтсе илме мӗн кирлине пурне те лайӑх, тӗплӗ шухӑшласа тунӑ, пӗтӗмӗшпех хатӗрлесе ҫитернӗ. Пӗрре кукаҫей хуларан йӗп-йӗпе тавӑрӑнчӗ — кӗркунне пулнӑ та, ҫумӑрсем ҫӑватчӗҫ — алӑк сули патӗнче силленсе илчӗ те, чаплӑн каларӗ: — Ну, сӗтӗрӗнчӗк, ыран вырӑна кайма хатӗрлен. — Кунта виҫӗ тӗрлӗ документ, — терӗ вӑл. Ҫавӑн чух вӑл мана хӑй аллипе хӑй ҫырнӑ портретне пачӗ. Ҫырасса «Пулас пулсан — лайӑххи пулмалла», тесе ҫырнӑччӗ. Вӑл, чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хунӑ та, чӗлӗмне паклаттаркаласа пырать, Гремячий Лог хуторӗ тавра сарӑлса выртакан ҫеҫенхире пӑха-пӑха ҫаврӑнать, унта кашни ҫырне, кашни васанне, сӑвӑр шӑтӑкне те мӗн ачаранах пӗлет вӑл, мӗн ачаран вӗсем унӑн чӗришӗн тӑван; вӑл ҫумӑрпа исленсе тӑраннӑ кӑпӑшка тӑпраллӑ уйсене, чӗреслетсе иртнӗ ҫумӑр тасатса, тайӑлтарса хӑварнӑ тырӑсене пӑхса савӑнать, ҫав хушӑрах хытӑ кӳренсе те пӑшӑрханса ҫапла шухӑшлать: «Ҫумӑр пулассине малтанах каласа хучӗ, катӑк шӑллӑ шуйттан! Бяла Черква интригансен хули, тӑшмансене сутӑнма. Сасартӑк… Ҫырӑва вӑл ҫилӗллӗ киленӗҫпелен тытса ҫурмалла чарлаттарчӗ, унтан хуҫлатрӗ те тӑватта пайларӗ, унтан татах, татах, юлашкинчен, аллисем ҫурайми пулса ҫитсен, шӑлӗсене хыттӑн хӗссе лартса та ейӗлтерсе, татӑксене сӗтел айне вӑркӑнтарчӗ. — Китеж хули шывра ларать-ҫке. — Епле-ха апла? — терӗ господин Фридриксон хирӗҫ тӑвӑрса. — Пирӗн ҫакӑр пин том кӗнеке шутланать, вӗсен хушшинче авалхи скандинавсен чӗлхипе ҫырнӑ сайра тӗл пулакан хаклӑ кӗнекесем те пайтах, Копенгагенран кашни ҫулах паракан ҫӗнӗ кӗнекесем те чылай. Ку хутӗнче вӑл, Африкӑна чалӑшшӑн, кӑнтӑртан хӗвеланӑҫнелле каҫса, Кейптаунран Сан-Паулу-ди-Луандӑна ҫитесшӗн пулнӑ. Аэлита шӑппӑн каларӗ: «Лар». Парнисем чӑнах та нумай иккен: ҫӑм свитерсем, перчеткесем, носкисемпе шарфсем, ҫӗлӗксемпе алсасем, тапак тултарнӑ енчӗксем, портсигарсемпе зажигалкӑсем, печени тата конфет тултарнӑ кулӗксем, хӗр аллипе юратса тӗрленӗ пӗчӗк тутӑрсем… Хӑйӗн ури вӗҫӗнче выртакан парнесене тепӗр вырӑна иле-иле хурҫа, пит хаваслӑ Нургалей ҫухӑра-ҫухӑра илет те тарласа каять, — унӑн пӗчӗкрех хура куҫӗсем выляса ҫеҫ тӑраҫҫӗ… — Уй, парне! Марс ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте вутпа тӗлкӗшекен, лапсӑркка хӗвел ҫакӑнса тӑрать. Ҫӗр выртса кӗрт. — Мадам, каҫарӑр, эпӗ пачах та вӑрҫӑ ҫынни мар… Павлуш кӑшт чарӑнса тӑчӗ те, васкамасӑр пуҫларӗ: — Ҫапла вара, пирӗн халӑх хушшинче ҫав Тришка килесси ҫинчен сӑмах тухрӗ. — Епле хитрен ларнӑ. Эпӗ ӑнланатӑп пулсан, вӑл конверт татӑкӗ, пӑшал тӗпӗкӗ тунӑскер. Тимур сиксе тӑчӗ. Дик Сэнд ним шутласа тупма пӗлмерӗ. Анчах Геркулес ӑна туземецсем упасаррин сарӑлса ӳсекен пайӗсене, папирус тунинчи ҫемҫе япалана ҫинине астутарчӗ. Сакӑр ураллӑ пулнӑ пулсан, вӑл эрешменех пулатчӗ ӗнтӗ, анчах унӑн ултӑ ура ҫеҫ. Мӗн ятлӑ? Ӑна пур енчен те лӑпкӑлӑх туса панӑ, халӗ вара шӑпах ҫав чунти лӑпкӑлӑх ӑшра тем ҫитменнине уҫҫӑнрах палӑртма пулӑшнӑ. Лозневой сулланкаласа тӑчӗ; унӑн питҫӑмарти шӑммисем тата сухалӗ сиккелеме пуҫларӗ, куҫӗсем ӳсӗр ҫынӑнни пек алчӑраса кайрӗҫ. — Анчах, хӑвӑр хатӗррине кӑмӑллӑн пӗлтернӗ хыҫҫӑн, сирӗнпе килӗшмесӗр юлма право ҫук манӑн… Хӑйне такам, хыҫалтан пырса, нимӗҫ ҫумӗнчен карт! туртса уйӑрнине туйсан тин тӑна кӗчӗ. Килти ытти йышӗсем пекех, Ерофей Кузьмич та ывӑлӗ кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнинчен тӗлӗнчӗ, хӗпӗртесе кайрӗ, анчах пурӗпӗр, тем ҫинчен хӗрсех шухӑшланӑ пирки ӗнтӗ, кӗреҫине алӑран пӑрахмарӗ, шӑтӑкран та тухмарӗ. Чӑнах та, вӑл — раввин — Берездов местечки район центрӗ пулса тӑнине кӑмӑлласах каймасть. Ҫапла ҫав, команчасем картла выляҫҫӗ, вӑл чӑнах та тӗрӗсех, — тесе пӗтернӗ старик хӑй сӑмахне. — Вӑрман хӑлхаллӑ, уй куҫлӑ, Дмитрий Павлович; анчах, тепӗр тесен, пӗлетӗп эпӗ: тӗрӗс тунӑ эсир, пин хут тӗрӗс тунӑ — хӑвӑра рыцарь пек тытнӑ. Хуҫалӑхшӑн тӑрӑшса ӗҫлени чӗрене савӑнтаратчӗ. Пар кунта! «Ку ялах ӗнтӗ», — тесе хӗпӗртесе кайнӑ. Ҫак пысӑк, вӑйлӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫын макӑрни ҫине пӑхма калама та ҫук йывӑр пулчӗ. Алтарь ҫывӑхнерех тӑракан ҫынсем, — мӗн пулса иртнине ниепле те ӑнланаймаҫҫӗ, малти уйрӑмра темле шӑв-шав пуррине илтеҫҫӗ, кӗл тума чарӑнсах пӑлханма пуҫлаҫҫӗ, пӗр-пӗринчен: «Мӗн шавлаҫҫӗ вара унта?» Кӑнтӑрла тӗлнелле галерея стенисем урӑхларах курӑна пуҫларӗҫ. Ҫакна эпӗ хамӑр хунарӑн электричество ҫутти стенасем ҫине халичченхи пекех ӳкменнинчен асӑрхарӑм. Вӑл ман ҫакӑн пек вӗт чулсене пухма юратать. …Озеровӑн вӑрманти лагерьне пухӑннӑ ҫынсем ҫӗр каҫиччен пурте лайӑх канчӗҫ. Мана шыв ӑсма яраҫҫӗ: Урара та пушмак ҫук, Ҫийӗмре те тумӑм ҫук! Ҫак ҫаврашкапа ҫаврӑннӑ чух искусственнӑй планета Хӗвел патне чи ҫывӑха 1959 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче ҫитнӗ, ун чухне ӗнтӗ Хӗвелпе ун хушши 146 миллион км шутланнӑ. Кӑмрӑк ҫеҫ мар пуль кунта, мӗнле те пулин урӑх япала тултарнӑ пуль. Савӑнӑҫлӑ пулма мар, вӑл хуйхӑллӑ пулнӑ, унтан та ытла — патӗнче пӗтӗмпех хуйӑха ӳкни палӑрса тӑнӑ. Цанко тухса кайрӗ. Унтан вара, вӑл хӑйӗн урине вӗҫертсе ура ҫине тӑрсан, тӗттӗмре ун ҫумне темӗнле ҫын ҫурӑмӗпе пырса ҫапӑннӑ та чут ҫеҫ ураран ӳкермен, тепӗр ҫынни кӑшкӑрнӑ: «чиксе пӑрах ӑна! Мӗн пӑхса тӑратӑн?» — Эй, эсӗ! Вун пилӗк ҫултан пуҫласа лавккасенче сутуҫӑра, Невари пӑрахутсем ҫинче кассиршӑра ӗҫлет. Унтан мӗн кӗтмеллине никам та нихӑҫан та пӗлмест. — Хӑйӗн пурнӑҫне кура, унӑн икӗ урипех кӗрсе каймалла унта! — кӑшкӑрса каларӗ Кондрат. Вӗсем хушшинче тӳпелешӳ пулнӑ, мустангер вара ӳкнӗ чухне чул ҫумне пырса ҫапӑннӑ пулмалла. Вӑл хӑй паян илнӗ, анчах вуласа тухма ӗлкӗреймен ҫыру ҫинчен аса илчӗ. «Эхе-хе!..» — шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Аркадий, ҫакӑнта кӑна уншӑн самантлӑха Базаровӑн мӑнкӑмӑллӑхӗн тӗпсӗрлӗхӗ пӗтӗмпех уҫӑлса кайрӗ. Малтан чӑнкӑ ҫырти йывӑҫсем хыҫнелле лаша пуҫӗ пытаннӑ, унтан унан мӑйӗ, кӗлеткин малти пайӗ, унтан ун ҫинче ларакан ҫынӗ те — пӑхса та пӗлмелле мар, нихӑҫан та курман хӑрушӑ ҫын кӗлетки. Кӑвак йӗмпе, пӑшалӗ те пур пулас… Ҫав самантра та полковнике Монтанелли сассипе унӑн сӑн-пичӗ тӗлӗнтерчӗ: вӑл лунатик пекех пулнӑ. Анчах, мӗнпе пулӑшмалла? Паганель унчченхи пекех чӗнмест. — Ҫук. — Мӗншӗн кӑмӑла каймасть-ха вӑл сана? Санӑн пӗрмаях вӑрманта ларма лекнӗ ҫав. Мӗншӗн пӑрахман-ши вӑл ун чух! Ун ҫине куҫ ывӑтӑр та чир-чӗртен сывалӑр!» — тесе кӑшкӑрать. — Пӗлместӗп. Андрей ӳпкелесе каланисене вӑл лӑпкӑн, ним чӗнмесӗр итлесе ларать, ятлаҫнисене хирӗҫ пӗр сӑмах та шарламасть, ытларах чӗнмесӗр ҫӳреме тӑрӑшать, «турӑ юнӗ сыпнине варалас» килмест унӑн. Ытах сирӗн моряксемпе офицерсем калаҫнине илтес килет пулсан, сылтӑмри трактире кӗрӗр: унта ӗнтӗ кӗҫӗрхи ҫӗр мӗнле иртни ҫинчен, Фенька ҫинчен, 24-мӗшӗнчи ӗҫ ҫинчен, котлет ытла хакли ҫинчен тата ӑна сӗтел ҫине тирпейлӗ лартса паманни ҫинчен, тата ҫав-ҫав юлташ мӗнле майпа ҫапӑҫса вилни ҫинчен каласа пама тытӑннӑ та пулӗ ӗнтӗ. Вӑл сирӗн университетри юлташӑр вӗт. — Мӗнле сӑлтав вара вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ тӗлӗнсе. Ҫавах Дик хӳрери шлюпкӑна шыва антарма хушрӗ, вара ӑна карап хыҫҫӑн турттарса пычӗ, — кирлӗ пулсан, капитанпа ун юлташӗсем хӑвӑртрах усӑ курма пултарччӑр. Хулари пур ача амӑшӗ те ӑна пӗтӗм чӗререн курайман , ҫав вӑхӑтрах тата унтан хӑранӑ та, мӗншӗн тесен вӑл усал, юлхав ача тата лайӑх пӑхса ӳстермен, нимӗнле саккуна та пӑхӑнман ача пулнӑ. Тата ҫакӑншӑн та ӑна курайман: ачасем пурте — пур ача та — ӑна шутсӑр юратнӑ, хӑйсене хушман пулсан та, вӗсем ҫапах унпа пӗрле ҫӳреме кӑмӑлланӑ, пур енӗпе те вӗсем ҫав ача майлӑ пулма тӑрӑшнӑ. Вӑт мӗн хӑрушӑ! — Сӑмах калас тетӗн эппин? — ыйтрӗ Умрихин. Шурӑ Кашкӑр час-часах ӑна ачана ирӗкре нумайрах ҫӳретес пулать тенӗ, анчах вӑл пуҫне сулса ҫапла каланӑ: — Эсӗ йӑнӑшатӑн. Шубин лӑпланчӗ. Ватӑлнипе хавшаса тата илемсӗрленсе ҫитнисӗр пуҫне вӗсем кунта ҫырса кӑтартмалла мар уйрӑмланса каяҫҫӗ. Эпӗ вӑл Сковородников старике вӑрҫнине ӑнланса илтӗм, старик мӗн тунине ыйтса пӗлме тӑтӑм. — Вӗреннӗрех пачӑшкапа калаҫса пӑхас пулать, — терӗ те хуҫа пӗр сӑлтавсӑр мана ятларӗ: — Хӑна-ху тыткалама пӗлместӗн, мӗнле эсӗ чухламастӑн тутаран чуптума юраманнине? Вут, хӗр мар! — Эпӗ ҫакна каласшӑн… Хӑй вӑл кун пирки, паллах, нимӗн те шухӑшламасть. Уншӑн ҫав кукӑрӑлкаланнисем — ытти артистсемпе клоунсемшӗн ҫӑкӑр татӑкӗ — ӗҫлесе тупмалли меслет пекех ӗнтӗ. Суккӑрӑн пичӗ вара лӑпкӑрах пек пулатчӗ. Йӗри-тавра тутӑхнӑ пралукпа чӗркенӗ. Ну, хӑвах шухӑшласа пӑх: ҫавӑн пек шартлама сивӗре пӗчӗк ачана шыва чиксе кӑларма юрать-и? Кӗтмен ҫӗртен карап хыттӑн хускалнипе, эпӗ кӑшт ҫеҫ шыва татӑлса анаттӑм. Унтан вӑл Людмилӑпа тухтӑр ытлашши ҫутӑ та шурӑ пӳлӗмре чӳрече умӗнче тӑнине, вӗсем хыҫӗнче выртакан Егорӑн вилӗ куҫне аса илчӗ, вара ҫынсене ҫав тери хӗрхеннӗ пирки йывӑр шухӑшсемпе тулса тарӑннӑн сывларӗ те хӑвӑртрах утрӗ — ӑна темле пӑтравлӑ туйӑм васкатрӗ. — Василиса Егоровна питӗ паттӑр хӗрарӑм вӑл, Иван Кузмич та акӑ ун ҫинчен каласа пама пултарать, — тесе хучӗ Швабрин, мӑнкӑмӑллӑн. — Мӗн докладласа парать? — Каламасть. Лавккара Mariechen йӑмӑкӑм ларатчӗ, вӑл манран: мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ. Пӗлӗтсем юхса иртмеҫҫӗ, ҫӳлелле улӑхаҫҫӗ. Металл запасӗсем ҫӗр ҫинче иксӗлми пысӑк, хӑҫан та пулин пӗр-пӗр металл ҫитми пулсан, техника ӑна урӑххипе ылмаштарма пултарать. Акӑ парашют айӗнчи карҫҫинкка ҫӳлтен аялалла шуса анчӗ те — йӑрӑм-йӑрӑм калпаклӑ мӑнтӑрккаскер аллисемпе сулкалашать. Кирлӗ-и, эпӗ сана Давид вӑрҫисем пирки, Суссаким фараонӑн ӗҫки-ҫикипе сунарӗсем ҫинчен каласа кӑтартатӑп? Ҫапла турӗҫ те вӗсем; манӑн кимӗ ҫине кӗрсе ларсанах эпӗ хӑвӑртрах хамӑр утрав еннелле вӗҫтертӗм, пилӗк минут е вуннӑ иртрӗ-ши, аякра ҫынсем кӑшкӑрни, йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ, часах вӗсем ҫырма хӗрне ҫӗмӗрттерсе ҫитрӗҫ, анчах хӑйсене кураймарӑмӑр: ҫыран хӗрринче чарӑнса шырарӗҫ пулас вӗсем, эпир ҫак хушӑра чылай аякка кайма ӗлкӗртӗмӗр, майӗпен сасӑсем те илтӗнми пулчӗҫ; вӑрман тӗлӗнчен иртсе, пысӑк юханшыв ҫине тухнӑ чух пур ҫӗрте те шӑпчӗ; эпир вара утрав патне ишсе пытӑмӑр та ҫӑра тирексен ӑшне кӗрсе пытантӑмӑр, хӑрушлӑх иртрӗ. — Пӗлместӗп, мӑнакка! Ун витӗр вӑл аран палӑракан йӗрсене хыпашлама пуҫларӗ. — Вара иҫ каять! — Итлетӗп. Мӗнле вӗҫӗмсӗр ҫыпӑҫуллӑх пулать иккен ҫыннӑн! — Ну, мӗн хӑямат тума шутлаҫҫӗ-ха вӗсем кунта? Ах, турӑҫӑм! Ун тӗпӗнче лӑпкӑ та канлӗ пулнӑ. Шӑп ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ, килтен час-часах нумайлӑха тухса кайса пурӑннӑ чух, Михаил Александрович хӑйӗн ывӑлӗ Владимир пит ӳссе кайнине, унӑн ӗнтӗ хӑй тӗллӗн пурӑнма хатӗрленме кирлине асӑрханӑ. Ҫак пысӑк шавлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна юратма ӗлкӗрнӗ ҫынсене халӗ темле аван мар пулса кайрӗ. Ун йӑваш ҫути кимӗ ӑшне сӑрхӑнса кӗчӗ те ӑшчиккине ҫутатрӗ. Пӗччен. Ку пӗрре… Тепӗр кунне, шӑп ҫав вырӑнтах ларнӑ чухне вӑл ӗнерхи харкашу пирки аса илчӗ. — Кам печӗ? — ҫак ыйту ҫине Горева сӑмахпа ответленине мар, сӑн-пите вылятнипе пулакан ответа кӗтет. Вӑл хӑйӗн арчине уҫнине те пирӗнтен нихӑшӗ те, нихӑҫан та курман. Хапха умӗнче мӑшӑрлатса кӳлнӗ кӳме тӑратчӗ, лашисем ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, лайӑх ҫитерсе самӑртнӑскерсем. Дон ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ тӑшман савӑлӗ Атӑл патнелле туртӑнни, вӑл унтан тата ун ҫинчи историллӗ хуларан питех те ҫывӑхра пулни халӗ уҫҫӑнах курӑннӑ. «Эс, йытӑ ҫури, мана мӗншӗн тӳпкеместӗн?» — Ҫук, лайӑх кунта. Пӗр кун маларах ҫеҫ ӑна ҫак ҫурта тӑвас ӗҫе пӑхакан комитет членне тата Медынская председатель пулса тӑракан обществӑн хисеплӗ членне суйланӑ. Ҫакӑн ҫинчен ӑна Медынская ятарласах ҫырса пӗлтернӗ. — Лизиазира, — тусем еннелле пуҫӗпе сӗлтрӗ те марсиан — ылтӑнпа ҫиҫекен вӗтӗ шӑлӗсене йӗрсе кулӑпа елпӗрет. Сулӑ часах ҫывхарчӗ. Эпӗ тӑракан вырӑнпа танлашсан, унтан такам кӑшкӑрчӗ: «Эй, хӳрери! Сылтӑмарах тыт!» Малаллахи вара — хӑйӗн юхӑмӗпе-аталанӑвӗпе: чӑн-чӑн Эпӗшӗн, пӗртен пӗр харкамлӑхшӑн кӗрешни, тата — ҫынна тапӑнакан хӑйӗн тӗлӗкӗ евӗр этемлӗхе пӗтерни, усал мӗлке вырӑнне хурса пуррилӗхрен йӗрӗнни, ӑна нимӗн вырӑнне те хуманни. Кӗпер ҫинче пиччӗшӗпе шӑлнӗне лавсем хирӗҫ пулчӗҫ. Хӑшӗсем аманнисене тиенӗ, хӑшӗ тинӗс курӑкӗ, пӗри темӗнле хӗрарӑмӗ, сӗтел-пукан турттарса пырать. Сӑпайлӑх туйӑмне пӑхӑнма кирлӗрен, нимӗн асӑрхаманҫи пулса, эпӗ айккинелле кайса тӑтӑм; пӳлӗмри тарҫӑсем вара ҫывӑхарах пычӗҫ те ватӑ тарҫӑ ҫине ырланӑн пӑхкаларӗҫ. Темиҫе кун иртсен эпир каялла хулана таврӑнтӑмӑр. Куратӑр-и: лейтенант Г. М. Гвоздева, хӗрӗх иккӗмӗш палата, тесе ҫырнӑ. Ҫапла сӑмахланисем мана канлӗх памастчӗҫ — пӗлес килетчӗ, ҫав тери пӗр пек мар ҫынсем мӗн ҫинчен туссем пек калаҫма пултараҫҫӗ-ши? — Килӗшетӗп, анчах ытти чаплӑ геологсем те ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче газсем те, шыв та, эпир ку таранччен пӗлекен йывӑртарах чул таврашӗ те ҫук, мӗншӗн тесен, ун пек япаласем пур пулсан, ҫӗр вара икӗ хут ҫӑмӑлтарах е икӗ хут йывӑртарах пулнӑ пулӗччӗ. Хальхинче тӗрӗксем те ӑнланнӑ. Урамсем те ҫавнашкалах пуш-пушӑ. Эппин «интереслӗ ӗҫӗн» планӗ ҫирӗпленнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑн хыҫҫӑн Р. Диксон утравне вӗҫсе кайнӑ. — Турӑ пур, хӑех, тет. Унпа чухне манӑн пуҫ хутӑр пек ҫаврӑнать, унсӑрӑн ак, тем ҫухатнӑ ҫынла, ҫеҫенхир тӑрах сулланса ҫӳретӗп. Мӗнех тума пултарнӑ-ха вара старик? Арҫын ачасем пурте Тома шутсӑр кӗвӗҫрӗҫ, хӳме шуратнӑ чухне пуҫтарнӑ ырлӑхпа сарӑ тата хӗрлӗ билечӗсене улӑштарнӑ ачасем пуринчен те ытларах вӗчӗрхенчӗҫ. Ҫавӑн пек намӑссӑрланса чапа тухмашкӑн Тома хӑйсемех пулӑшнине вӗсем халӗ тин ҫеҫ ӑнланса илчӗҫ. Вӑл малалла кайма хӑранӑ, хурланмалла чӑнлӑха пӗлесрен хӑранӑ. Калама ҫук хаваслӑскерччӗ вара, — ялан мана тӑрӑхлатчӗ… — Вӑл — ман ӑшра ҫеҫ юлать. Вӑл тӗрӗс хыпарсене тӳрре кӑларать, суйисене пӑрахӑҫлать; хӑш чухне юри сӑмах та сарать, вара темиҫе кунлӑха хӗр-манахсен пӳҫӗсене ҫавӑрӑть, пыра киле ҫав сӑмах мӑнастиртен тухса та сарӑлать. Хыҫалти чаҫсем килсе ҫитиччен тесе, ҫынсене лӑнчӑн тӑма ирӗк пачӗҫ, офицерсем вара, кӑшт-кӑшт ҫемҫелкелесе илес тата ҫанӑ ӑшӗнче туртас шутпа, хӑйсен вырӑнӗсенчен тухрӗҫ. Эсӗ пӗтӗмпех политика ӑшне путнӑ, ниушлӗ санӑн савӑнас, ҫӳрес килмест? Халь ун ӗҫӗ темиҫе сехет каялла курӑннӑ пек тӳрлетме ҫук шӑнчӑксӑррӑн туйӑнма пӑрахрӗ. Чӑтлӑхра чаштӑртатнӑ сасӑ казаксен хӑлхине пырса кӗчӗ. — Нимӗнле юрату та ҫук, — хушса хучӗ вӑл, пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Эпӗ вӑл хӗрелсе кайнине туйса илтӗм. Ара, ӗнер эсӗ кунӗпех нимӗҫ патӗнче ӗҫнӗ-ҫке, киле ӳсӗр таврӑнтӑн, вырӑн ҫине выртрӑн та халичченех ҫывӑртӑн, халь ӗнтӗ кӑнтӑрлахи кӗлле те чан ҫапса пӗтерчӗ. Анчах ыйтас пулать. — Турра тав, вилчӗ, — терӗ кукамай, хӑй ҫӳҫне тураса. Катя фортепьяно хупӑлчине ҫӗклерӗ те, Аркадий ҫине пӑхмасӑрах, ҫурма саслӑн:— Мӗн выляса парас-ха сире? — тесе ыйтрӗ. — Хула тӑрӑх, урамсем, майтансем тӑрӑх пӑхса иртӗп, чунӑм юратнине шырӑп. Анчах Яик казакӗсем, ҫак ҫӗршыври тӳлеклӗхе, хӑрушлӑхран сыхлама, хураллама хушнӑскерсем, чылайранпа ӗнтӗ хӑйсем те правительствӑшӑн лӑпкӑ мар та хӑрушӑ ҫынсем пулнӑ. Ачисем валли кӗпе ҫӗленӗ чух вӑл яланах хуллен пӗр юрӑ юрлать: Ҫӗпри, Ҫӗпри, Ҫӗпритун, — Ҫӗпри, манӑн тӑванӑм; Килхушши урлӑ, кӑшкӑра-кӑшкӑра, озеровецсем чупаҫҫӗ. Чӑнах та, малтанлӑха хӑрушӑ ӗнтӗ: атте-анне ҫурчӗ… Пӗтӗҫтерсе каласан, унта тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук. — Тавтапуҫ, N-ҫӑсем! — ҫирӗппӗн те евӗклӗн кӑшкӑрчӗ генерал. — Сӑмах кунта кӑмӑл пирки мар, ӗҫ ҫинчен… Тӑратнӑ пуҫа касма ҫӑмӑлрах пулать, — терӗ те лӑпкӑн Мӑйданников урине тепӗр хут майласа тӑхӑнма тытӑнчӗ. Хӗвел те тухрӗ. Ҫамрӑк матрос карап ҫинче тахҫантанпа ӗҫлекен, хӑйӗн карапне пӗлекен, хуть мӗнле хӑвӑртлӑхпа пырсан та, карап ӑна яланах итлессе иккӗленмен ватӑ матрос пек калаҫрӗ. Иегудиил кучер, ҫав тери мӗшӗлти, питӗ ерипен утса ҫӳрекен ҫын, сӳтсе явма юратаканскер, ыйӑхлӑ пек сӑн-питлӗскер, ҫине тӑрсах Сучока нӳххи тапак турттарать. (Российӑра кучерсем часах пӗр-пӗринпе туслашса кайнине асӑрхарӑм эпӗ). Пӗтӗм килйыш хаваслӑ та кӑмӑллӑ. Хам ҫӗнсе аяла тунӑ тӑшманран савӑнса тӑрӑхлас килмерӗ манӑн. — Юрла эппин эсӗ! Атьӑр курма… Ромашов хӗҫне йӗннинчен кӑларчӗ те куҫлӑхне именӗҫлӗн тӳрлеткелесе илчӗ. Ҫакна курсан, эпир тӳсеймерӗмӗр. Ҫапла, ачасем, ытти мӗнпур ҫынсем пекех, тискер этемсем пулса ӳсеҫҫӗ. — Ку йышӑннӑ йӗркене пӑртак пӑсать, — тет судья, — анчах пирӗншӗн чи кирли вӑл — тӗрӗссине пӗлесси. — Эй, ырӑ ҫынсем, кам пур килте сирӗн? — ыйтрӑм эпӗ хыттӑн. Эка! Эсир эпӗ мӗн ыйтнине халех сире каласа паратӑп, тесе шутламастӑр-и?.. О, инкек! Март уйӑхӗ тӑнӑ; ҫуна тупанӗсем айӗнче шыв шӑмпӑлтатнӑ, юр кайса пӗтнӗпе пӗрех пулнӑ, хӗвел таса тӳпере савӑнӑҫлӑн, ӑшшӑн ҫутатнӑ. Штабс-капитан пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, пӳрнипе ҫеҫ вӑл хамӑр умри ҫӳллӗ ту ҫине тӗллесе кӑтартрӗ:— Вӑл мӗн тата? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Вӑраххӑн тӑсса юрлакан хурлӑхлӑ кӗвӗ ӑна килӗшнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл лӑпланчӗ, лайӑх ӗҫлеме пуҫларӗ, ӳрӗк-сӳрӗк ӗҫлекенсемшӗн пример та пулса тӑчӗ-ха тата. — Эпӗ ӑна кунта, сирӗн пата илсе килетӗп. Тӗксӗм хура пӗлӗтсем ҫӗр ҫуммипех шуса иртеҫҫӗ. Тытнӑ тискер пулӑн йывӑрӑшӗ те, пысӑкашӗ те ҫакӑн евӗрлӗ питех те тискер акулӑсемшӗн шӑп ҫеҫ вӑхӑта килсе пыраҫҫӗ. Тем пысӑкӑш пулла пуртӑсемпе вакласа пӗтерчӗҫ. — Сайра ӗнтӗ, анчах пулкаланӑ: калӑпӑр, пушар чухне е тата мӗнле те пулин инкек сиксе тухсан. Тамӑк тӗпӗнчи саттанана!..» — тесе кӑшкӑрса пынӑ тата хӑй, ытти хӗрарӑмсем пулӑшнипе, унӑн мӑйне хӗрес ҫакса ярасшӑн пулнӑ, анчах пирӗн Разметнов юлташ, чӑн-чӑн коммунист тивӗҫне тытса, унашкал мӑшкӑлпа килӗшме пултарайман! Юлашкинчен, чӗлпӗрне туртнӑ. Ҫавӑн пак пурте тӗлӗннипе кӑна пулас, ун ҫинчен ҫавӑнтах райком секретарьне — Корытова пӗлтерчӗҫ. Ҫук, пур пӗрех — ӑнланмалла мар. — Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫывӑрса каяс ҫук пулӗ. Унӑн хӳри, ӳкнӗ чух, кӑшт кӑна Мересьев машинӑн моторне лекмерӗ. Мана та-и-и? — Кирила Петрович сире курасшӑн, — терӗ ӑва пӳлӗме кӗнӗ тарҫӑ. Хӗллехи вӑхӑтра, тулта ытла та сивӗ пулсан, ирхи чейрен пуҫласа апатчен ачасем пӳртре вылянӑ, е ӑшӑрах пулсан, картишне тухса, юртан шӑнтса тунӑ пысӑк ту ҫинче ярӑннӑ. Ковалев сӑмса ҫывӑхӗнче ӳсӗркелесе илчӗ, анчах сӑмса унчченхи пекех сӑхсӑхса турра пуҫҫапать. Сӑн-питсӗр иконӑсем тӗксӗм стенасем ҫинчен пӑхаҫҫӗ, кантӑксем ҫумне тӗттӗм каҫ пырса лӑпчӑннӑ. — А, Франц Иванович! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Овсяников. — Сывӑ-и! Уйӑх кунӗ, Ҫӗр ҫинчипе танлаштарсан, виҫҫӗр аллӑ сехете яхӑн тӑсӑлать. Ваҫили Андрейч ун сӑмахӗсене хирӗҫ нимӗн те каламан. Вӗсем Кораблева шкултан хуса кӑларасшӑн иккен. Кӗтмен ҫӗртенех вӑл хӑйӗн пӗр шӑлӗ тапранкаланине асӑрхарӗ. Айлӑмсенчи тулса ҫитнӗ вырмалли тырӑ шыв айне юлчӗ. Винтсен кӗреҫисем авӑннӑ, вӗсене Мельбурнра ҫеҫ тӳрлетме пулать. Инҫетрех мар, сеялка чӗрсе тунӑ пӗр пӗчӗк касӑ хушшинче, ыраш хӑмӑлӗ ҫинче, кӗл пек кӑвак тӗслӗ хир шӑшийӗ йӑшӑлтатать. — Урӑхла каласан? — Итали таҫта аякра ултавлӑ курӑнакан вут ҫутисем патне туртӑнать, ҫав мӗнпур хӗпӗртенисемпе савӑннисем ӑна калама ҫук хӑрушӑ лачакана илсе кӗрӗҫ тенипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшетӗп. Ҫакна пирӗн хӑш-пӗр союзниксене кӳрентерсе пиртен уйӑрса ярасран хӑрамасӑр тӳрех те хӑюллӑн калани мана савӑнтарнӑ та пулӗччӗ. Эпе тӗлӗннипе шанк хытса тӑтӑм. Самойлов юлташӗ йывӑррӑн хӑйкӑлтатса сывласа ҫӗлӗкне хыврӗ те, амӑшне кӗске пӳрнеллӗ сарлака аллине тӑсса парса, ӑна туслӑн, нумайранпа палласа пурӑннӑ ҫынпа калаҫнӑ пек сӑмах хушрӗ: — Сывлӑх сунатӑп, аннеҫӗм! Халиччен хӑйхаллӗн ҫеҫ вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗкре ҫӳренӗ тӗнчен вӑйӗсене хӑйсен ирӗкӗпе кӑларса яма хӑват ҫитернӗ ҫынсене ҫутҫанталӑк тытса силлемӗ-ши? — Хулана! — Эпир самаях прозӑллӑ пурнӑҫпа пурӑнатпӑр, — терӗ вӑл тарӑннӑн сывласа илсе: — ир ҫинче шыв ӗҫекеннисем — ытти чирлӗ ҫынсем пекех, аран-аран хускалкалаҫҫӗ, каҫсерен эрех ӗҫекеннисем, ытти сывӑ ҫынсем пекех, тӳсме ҫуккисем. — Фронтовик юлташсем, мӗне пӗлтерет ку? — пуҫларӗ Воропаев, сассине хӑпартса. Ну, ан ула! Вӑл паллӑ турӗ те, темиҫе ҫын тӗмсем хушшинчен виҫӗ тӗслӗ ялав ҫӗклесе тухрӗҫ. Вӗсем маркиз патне ҫывхарса ялава ун ури патне хучӗҫ. Эпӗ пӗр юпине, унтан теприне касса ятӑм, — стена сулкаланма пуҫларӗ, вара эпӗ ун ҫине хӑпарса ҫӳлтен ҫавӑрса тытрӑм, Хохол мана ураран тытса хӑй ҫинелле туртрӗ те, карта талккишпех ӳксе мана пуҫ таранах хупласа лартрӗ. Вӗсем мана: прилив вӑхӑтӗнче те пролив тарӑнӑшӗ ҫитмӗл глюглефран тарӑн пулмасть, тесе пӗлтерчӗҫ (глюглеф пирӗн Европӑри виҫепе шутласан ултӑ фута яхӑн пулать). Вӗсем халӗ тараҫҫӗ тесе тавлашатӑп эпӗ. Марспа Хӗвел хушши Ҫӗрпе Хӗвелтен пӗрре ҫурӑ хут аяккарах, Хӗвелпе вӑл Ҫӗртен икӗ хут сахалтарах ӑшӑнать. Анчах унӑн Меркурийпе Венера умӗнче, пирӗн Ҫӗрӗнни пекех, питӗ пысӑк уйрӑмлӑх пур: ку вӑл Марс талӑкӗн тӑршшӗ, урӑхла каласан, Марс хӑй тӗнӗле тавра ҫаврӑннин вӑхӑчӗ пулать. Марсӑн талӑкӗ 24 сехет те 37 минут хушши тӑсӑлать, унӑн талӑкӗ Ҫӗр талӑкӗнчен кӑшт ҫеҫ вӑрӑмрах Марс ҫинче ҫӗрпе кун тӑршшӗ Ҫӗр ҫинчи майлах, ҫакӑн пек кӗске кунсемпе ҫӗрсем пулнӑран, планета лайӑххӑн хӗрсе е сивӗнсе ҫитме ӗлкӗреймест. Таҫта хыҫалта анса ларакан хӗвелӗн сивӗ пайӑркисем хыр тӑррисем ҫине ӳксен, вӑрманта кун ҫути тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра, ӑна, ҫул хӗрринчи уртӑш йывӑҫҫи пусса ларнӑ лупашкара хӑрушӑ картина курӑнса кайрӗ те, — унан ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ, ҫӳҫӗсем шлем айӗнчех вирелле тӑрса кайрӗҫ. («Вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫав пулас ҫуртра пурӑннӑ пекех туять».) Эсрел аллине лекрӗм эпӗ… — терӗ те вӑл, унӑн сасси татӑлчӗ. Часах эпӗ тӗттӗмри йывӑҫсем айӗнче турат шатӑрт! тунине илтрӗм — такам уткалать унта. Санӑн кунта ҫеҫ пурӑнмалла та йӗкӗлтемелле, вӑрламалла… Виолетта рольне ятсӑр-шывсӑр артистка вылярӗ; куракансем сиввӗн йышӑннинчен пӑхсан, ҫынсем ӑна юратсах каймаҫҫӗ, анчах вӑл пултарусӑрах та мар пулас. Басмачсене пӗтертӗмӗр, хамӑн тӑван сив чирне вара пӗтерме пултараймастӑп. Эпир икӗ сехет кайнӑ хыҫҫӑн та вӑл 10° анчах кӑтартать, урӑхла каласан, температура 4° хӑпарнӑ. — Ак ҫапла ту! — терӗ Лукашка, автана пӑрахса. Тутине, сасӑ кӑлармасӑр, хускаткаласа илет. Вӑл михӗ ҫӗлесе пӗтерчӗ те унта туллиех каштан тултарчӗ. — Пур баянист, илсе килетӗп! — тӳрех илтӗнчӗ таҫтан инҫетрен Витька сасси. — Ҫук, хӑрамастӑп, — терӗм эпӗ. — Отлично, — сӑмах хушрӗ доктор. — Апла пулсан тыт таза. Вӑл ланцет илчӗ те юн тымарне касрӗ. Анчах Варя ӑна кӑшт илтӗнмелле чӗнчӗ. Эсир, ырӑ господасем, мана хирӗҫ кунсерен кӑшкӑрма, мана пӗчӗк ача пек тыткалама хӑҫан пӑрахатӑр? Вӗсемпе пӗрле кайнӑ пулсан, авантарахчӗ… Терраса вӗҫӗнче пысӑк каткасем ҫине лартнӑ пальмӑсемпе ҫӳллӗ папорткиксем ӳснӗ, вӗсене лили чечекӗсемпе ытти чечексем чаршав пекех карса тӑнӑ. Тӗмӗсем ҫӑтӑр-ҫатӑр турӗҫ, ҫамрӑк хыр тӑррисем чӳхенчӗҫ, ҫиелтен хытнӑ юр, таткаланса путнӑ май, кӑчӑртатрӗ. — Урӑх эпӗ канашра нихҫан та калаҫмӑп. Хӑҫан та пулин эсир хӑвӑр ман патӑма пырса: «Киш, эпир санӑн сӑмахна итлесшӗн, пире эсӗ калани кирлӗ, ҫавӑн пек пирӗн ӗмӗт», тесе каличчен эпӗ сӑмах та хушмӑп. Эпӗ сирӗн пикник иккенне ниепле те чухламан, капла ӗнтӗ эпӗ сӗкӗнсе ҫӳренӗ пекех пулса тухать. Улюна аппӑшӗпе унӑн Иванушка шӑллӗ ҫинчен калакан халапа та эпӗ чи пирвайхи хут унтан илтнӗ. Эпӗ кӗнеке илтӗм те Вашингтон генерал ҫинчен, вӑрҫӑ ҫинчен темӗн вулама тытӑнтӑм. Эпӗ хамӑрӑн духанщицӑна тара тытрӑм-ха, вӑл тутарла калаҫма пӗлет, пӗрле ҫӳрӗҫ, терӗм, ӑна хам енне ҫавӑрма та пулӑшӗ, терӗм, пур пӗрех вӑл урӑх никамӑн та пулмӗ, — тесе хушса хучӗ вӑл, сӗтел ҫине чышкипе ҫапса. Пӗлместӗп. — Эмиль! Костька мастера кӳренмелле сӑмахсем каласа тӑкнӑ та станокне каллех ӗҫе янӑ. — Ҫапла пулчӗ ҫав. Ҫӗр ҫийӗ хытрӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе шӑнтать. Эпӗ хам та, ҫамрӑк та хитре пускил таврӑнассине илтсен, чылаях хумханса ӳкрӗм; эпӗ ӑна курасшӑн ҫуна пуҫларӑм, ҫавӑнпа та вӗсем килсенех — вырсарникун кӑнтӑрла иртсен, ялне чаплӑ сиятельствӑсене хам ҫинчен, ҫывӑх кӳршӗ тата пур енчен те вӗсен чури иккенне пӗлтерме кайрӑм. Чӑн та, ун патнелле ҫынсем пыратчӗҫ, вӗсем айлӑмалла анатчӗҫ пулмалла, ҫыранран шӑпах вӑл пытанса тӑнӑ шӑтӑк тӗлнелле хӑйӑр юхса анчӗ. Чи хакли — пурнӑҫран ан хӑрӑр эсир, пӗртте ан хӑрӑр: хаваслӑ, тӗлӗнмелле кӑсӑк та ытарма ҫукла япала вӑл — ҫав пурнӑҫ. Ҫак чӑрмавсӑр пуҫне мана тата тепӗр сӑлтав хӑратса пӑрахрӗ. Ҫав тӗтӗм тӗслӗ пӗчӗк кайӑкран тем хӑрамалли пур пек, вӑл пӗччен пек туйӑнать, никам та ӑна юратмасть, вӑл та никам та юратмасть. Эпӗ хамӑн чул тӳшек ҫинчен сиксе тӑтӑм та умра сарӑлса выртакан ҫав тери илемлӗ таврана пӑхса савӑнма тытӑнтӑм. Куратӑп: шухӑша кайрӗ вӑл, чылаях ларнӑ хыҫҫӑн ҫапла каласа хучӗ: — Тӑрӑшма та кирлӗ мар, Гек, ӗҫ тухмасть. Анчах Мишка ӑна тума пултарнине пурте пӗлетчӗҫ те калатчӗ: — Тавлашса хӑтланмастпӑр, ветчинине илме пулать, хыптӑр эпир курӑпӑр. Кустӑрмасем айӗнче вӗтӗ чул кӑштӑртатни, курӑк чӑшлатни илтӗнчӗ, — ку сасӑ ҫав тери тӗлӗрмелле сасӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫлекен мотор шавне пула, лётчиксем ҫӗре ларнӑ чух ун пек сасса нихҫан та илтмен. Сарӑ кайӑксем шыв хӗррине ларчӗҫ. Акӑ, урамра ҫам тӑрать, хаваслӑ, икӗ пуҫлӑ ҫам. Кам кӑна иртмест ун умӗнчен, вӑл ӑна тӳрех пит-куҫран ҫатлаттарать, ҫавӑнтах ҫатлаттарать. Эпӗ Мануйлихӑпа юнашар ларнӑ та чӳрече кӗленчи ҫумне ҫапӑнакан шӑна пӗр евӗрлӗн те таткаланчӑккӑн сӗрленине салхуллӑн итлетӗп. Унӑн сӑмах хутаҫӗн тӗпӗнче урӑх сӑмах та юлман пекех вӑл вӗҫӗмсӗр пӗр сӑмахах перет: «Дункан», «Дункан», тет, хӑй каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет, яхта ҫинчи япаласем ҫине пӑхкаласа илет, акӑш-макӑш алчӑраса кайнӑ ҫын евӗрлӗ пулса, горизонталла пӑхса темӗскер шырать. «Пӑрахрӗ, пӑрахрӗ пире!» тесе пӑшӑлтатса илчӗ: «пӑрахрӗ, кичем пулчӗ ӑна пирӗнпе. — Малтан кай! — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. Эпир нихҫан та, нихҫан та ҫак хӑрушӑ вырӑнтан тухма пултарас ҫук! Калаҫассине вӑл шӳт туса калаҫатчӗ, анчах унӑн темскер пур пек те чӗлхине кансӗрлесе тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. Старик каллех пӗлместӗп терӗ. Ахалех ҫиесшӗн пулмарӑн эсӗ, Нагульнов юлташ! Пӗр сасси ыттисенчен хытӑрах янӑраса кайнӑ, — ку отряд пуҫлӑхӗ пулӗ, тесе шутланӑ ирландец. Эпӗ хирӗҫ нимӗн те калаймарӑм, аптӑранипе хамӑн чул пуканӑм ҫине каялла пырса лартӑм. Петр ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан ылтӑн ҫеҫенхирсем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнсан, арӑмӗ унран:— Вӑрмансем те, нимӗн те ҫук-и? — тесе ыйтрӗ. Анчах ҫур сехет, пӗр сехет те иртрӗ — манӑн юнӑм лӑпланчӗ, сивӗнчӗ; эпӗ ҫакна йӑлтах пустуй хӑтланнине, хам пӑртак кулӑшлине, Малевский манран шӳтлесе кулнине ӑнланни мана иккӗлентере пуҫларӗ. Курма, илтме пултаракан ӑс-тӑнлӑ япала пекех выртать вӑл, хӑй те ун таврашӗнчи ҫутҫанталӑкӑн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ тейӗн. — Анчах эсир ӑна халӗ ҫеҫ куртӑр вӗт. — Темскер вӑл мана ытлашши ҫӳллӗ мар пек туйӑнать. Эпӗ хамӑн арчана лартрӑм, пальтона хывса ҫакрӑм. Вӑл мана пысӑк та ҫутӑ пӳлӗме, таса та хаклӑ япаласем тултарнӑ тирпейлӗ пӳлӗме илсе кӗчӗ. «Сиен мар-и вара?» терӗ Иван Иванович куҫне ҫӗклемесӗрех: «эсир, савнӑ ҫыннӑм, ман чинӑма, хушамата кунта калама юраман сӑмахпа хӑртса кӳрентертӗр те». Сире пулӑшма пултаратӑп-и эпӗ? Ҫаксене курса ман ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе кайрӗ. Том хӑй картини ҫинчи карикатурлӑн ӳкернӗ ҫуртӑн пӗр пайне уҫса кӑтартрӗ. Ҫак ӗҫре мана уйрӑммӑнах хуҫа тарҫи тур лаша нумай пулӑшрӗ. Хам милицие кӗме хатӗрленнӗ чухнех пӗр туркӑ ҫыннинчен туяннӑччӗ ӑна эпӗ. Халӗ акӑ пар та яр ӗнтӗ сана! — Нумаях пулмасть, — терӗ Рыбин малалла, — мана земски чӗнтерчӗ те: «Эсӗ пупа мӗн каларӑн, киревсӗр ҫын?» — тет. Унтан Геркулес патне ҫаврӑнса:— Эпӗ сана паллаймарӑм та! — тесе хушса хучӗ. Смотрительша кантӑк умне сиксе ӳкрӗ, анчах кая пулчӗ: Дубровский куҫран та ҫухалнӑ-мӗн. Ҫук, — куна Петров. Пурнӑҫ вӑл — этем, этемрен пуҫне урӑх нимӗнле пурнӑҫ та ҫук… Куҫкӗрет вилӗм умӗнче те Дик Сэндӑн кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ пӗтмерӗ. Ниловна хӑй сасартӑк ывӑнса кайнине туйрӗ, ывӑнни пӗтӗм кӗлеткине халтан ярса, таҫтан шалтан ҫӗкленчӗ, пуҫа ҫавӑрчӗ, чӗринче хурлӑхпа савӑнӑҫ ылмашса тӑчӗ. Пӑшалӗсене ярса илсе, Гленарванпа Роберт индеец патне васкарӗҫ. Лешӗ вӗсене пӗр сӑмах чӗнмесӗр тӳремлӗхе, тискеррӗн уланӑ сасӑ илтӗнекен вырӑн еннелле, тӗллесе кӑтартрӗ. Инҫетрен, шурлӑх леш енчен, ылханса ҫухӑрса кӑшкӑрни унтан иккӗмӗш хут, унтан чуна ҫуракан хаяр сасӑ илтӗнчӗ. Сирӗн нихҫан та ачасем пулман-и? Эсӗ тахҫанах пӑрахма ӗмӗтленсе пурӑнатӑн, тахҫанах курса тӑратӑп эпӗ! Мӗн-ха вилнӗ? Эсӗ астӑватан-и, Гек, эпӗ мӗн каланине? Пью ҫавӑн пекчӗ, вара ҫынсенчен ыйткаласа, кӗлмӗҫре вилчӗ. Хуҫа мана ехусен ытти уйрӑмлӑхӗсем пурри ҫинчен те каласа пачӗ. Мӗн пулчӗ, мӗн?..» Пӗчченлӗх Горевӑшӑн грипп пекех усал. Юлташсем ытларах шарламасӑр ларчӗҫ е профессорсем, наукӑсем, экзаменсем ҫинчен, пӗр сӑмахпа каласан, тарӑн шухӑшлӑ та кичем япаласем ҫинчен сӑпайлӑн калаҫкаларӗҫ. Елена киле таврӑнсан та чылайччен ыйткалакансем ҫинчен, турӑ ирӗкӗ ҫинчен шухӑшланӑ; хӑйне валли шӗшкӗрен туя туса, ун ҫине хутаҫ ҫакса, Катьӑпа пӗрле тухса тарасси ҫинчен, утмӑлтурат ҫеҫкисенчен ҫыхса тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ пуҫне тӑхӑнса, ҫулсем тӑрӑх ҫӳресси ҫинчен шухӑшланӑ: Катя ҫавнашкал пуҫ кӑшӑлӗ тӑхӑннине Елена пӗррехинче курнӑ пулнӑ. Юлашки вӑйӗ тамалать. Вӗсене пурте интереслентерет: Сечӑн чарусӑр законӗсем те, ним чухлӗ те кӑткӑс мар управа та, тепӗр чухне ҫак хӑйне евӗрлӗ республикӑшӑн ытла хытӑ пек туйӑнакан законсем те. Атте авланни Иккӗмӗш хут авланса, Авдотья Васильевна Епифановӑна качча илнӗ чух атте шӑпах хӗрӗх сакӑр ҫултаччӗ. — Кам хӑрать вара? Вулакан ку тӗлте хӑйне итлекен хӗрарӑмсем ҫине ҫӗнтерӳллӗн, ыйтуллӑн пӑхса илнӗ. Уйӑх пӗлӗтсем хыҫне кӗрсе пытанчӗ. Эпӗ темиҫе утӑм турӑм… Иван Иваныч ҫинчен калатӑп-ха эп… Тусан хулӑн сийпе хупласа илнӗ пирки пичӗ унӑн ватӑ та шуранка сӑнлӑ пек туйӑнчӗ, ҫӳҫӗсем — кӑвак та вараланчӑк, куҫӗсем кушакӑнни пек тӗссӗр те ытла шухӑшласах пурӑнман ҫынӑнни пек туйӑнчӗҫ. — Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур, — терӗ Артур итальянецла. Тепӗр тесен, эпӗ ӑна Испанире пӗрле пулнинченех астӑватӑп. Рыбин пуҫӗпе ун енне сулчӗ те Софьйӑна:— Ку вӑл — кӗнекесенчен те ҫивӗчрех! — терӗ. Эсир мӗнле шут тытни пире пӗтӗмпех паллӑ. Анчах ку пире нимӗн чухлӗ те сехӗрлентермест, мӗншӗн тесен сирӗн аллӑрсем кӗске пулчӗҫ. — Анчах мӗншӗн пирӗн патра, мӗншӗн?.. Хамӑрӑн ҫул ҫӳрени ҫинчен эпӗ сана мӗн чухлӗ каласа панӑ пулӑттӑм! Манӑн тепӗр ят та пур — Старик. — Ан хӑра. Санран та иртерех тӑрӑп, — тавӑрчӗ Оленин. Павела юлашки хут ҫурӑмӗнчен ҫапрӗҫ те вӑл, аллисене тӑсса, хӑйне илсе кӗнӗ тӗттӗм пӳлӗмӗн стени ҫумне пырса ҫапӑнчӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫавӑнтах ҫӗр ҫиме ларнӑ та ачине кӑкӑр ӗмӗртет, урине амантнӑ упӑшки унпа юнашар, стена ҫумне таянса ларнӑ; унӑн суранӗнчен юн юхать, хӑй, ыратнине туймасӑр, пӑшалне лӑпкӑн авӑрласа, пӗр тӗлсӗр тӗттӗмелле перет. — Мӗн ҫинине пӗлетӗн-и эсӗ? — тесе ыйтнӑ амӑшӗ. — Кирлӗ мар мана санӑн пуллу… Тепӗр чухне эпӗ Эсир ухмаха ернӗ пулӗ тесе шутлатӑп, ҫакӑ мана кӑштах лӑплантарать те, мӗншӗн тесен Сире ухмаха ернӗ ҫын вырӑнӗнче курасси ирсӗр этем вырӑнӗнче курассинчен лайӑхрах пулӗччӗ. Вӑт ҫав негр банк уҫрӗ те кам унта пӗр доллар хывать, ҫавӑ ҫулталӑкран тата тӑватӑ доллар илет терӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл ман ҫине пӑхмасӑр йӗчӗ. — Машинӑсем пирки мӗн ӑнланатӑн эсӗ? Сивӗ тытни иртсе те кайрӗ ӗнтӗ Ганс сан суранусене исландецсем хӑйсем ҫеҫ пӗлекен темӗнле эмелпе сӗрчӗ те, сурансем часах пирченсе юсанчӗҫ. Вӑл урапа айне кӗрсе кайнӑ пек те ӑна ҫурӑмӗпе ҫӳлелле ҫӗклет пек. Ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн пупа илме яр… — тесе, вӑраххӑн каласа ларнӑ. Тепӗр тесен, N-ски полкра офицерсенчен кам та пулин перӗнсе вилменни пӗр ҫул та пулман-ха. Тая иккӗленсе тӑчӗ. Вӑл васкать, анчах ура сассисем ҫывхараҫҫӗ. Унӑн тӑнлав ҫинчи юн тымарӗсем хытӑ тапаҫҫӗ, хӑлхара ҫав тери шавлать. Аван костюм! Хальхи пан ҫав тӗлте эрех завочӗ лартасшӑн, ҫавӑнпа вӑл халь кунта юриех эрех мастерне янӑ… Лӑплан, Трилли, тархаслатӑп сана! — каллех ҫуйхашма пуҫларӗҫ балкон ҫинчи ҫынсем. Ҫав хырсем ҫумӗнчех, радиаторӗпе вӗсене тирӗнсе, клоун евӗрлӗ броневик тӑрать. Халӗ вӑл малтанхи пек шурӑ-ула мар, хӗрлӗ тӗслӗн курӑнать. Тӑрасса та халӗ вӑл тимӗр кӑшӑлсем ҫинче тӑрать, унӑн резина кустӑрмисем машинипе пӗрлех ҫунса кайнӑ. Чӑнах та, ҫӗрле ҫил палӑрмаллах вӑйсӑрланчӗ, нумаях пулмасть карапа темиҫе пая таткаласа ҫӑтма хатӗр хумсем халӗ ӑна питех сиктермерӗҫ. Кам та пулин пӗчӗк хурт-хӑпшанка хирӗҫ артиллери тӑратас пулсан, Том кун пирки снарядсем сая яни ҫеҫ тенӗ пулӗччӗ, анчах тӳпе Том пек хурт-кӑпшанка хирӗҫ ҫакӑн пек хакла ларакан аслатиллӗ ҫумӑр тӑкни пӗртте тӗлӗнмелле туйӑнмарӗ ӑна. Хӗл к-килсе ҫитес пек… Пулӗ те, пӗлме ҫук», — тенӗ. Хӑнасем пуҫтарӑнаҫҫӗ Паян каҫа хӑнасем сахал мар пуҫтарӑнаҫҫӗ пулас-ха — буфетра та халичченхи пек мар вӗтеленеҫҫӗ, хӑна пӳлӗмӗпе зал ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, хам тахҫантанпа пӗлсе тӑракан япаласем те уяври пек ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ, Иван Иваныч князь та ахальтенех ярса парас ҫук вӗт хӑйӗн музыкине пирӗн пата. Вӗсем пятнашкӑлла вылятчӗҫ. …Р. вунпилӗк сехетре таврӑнмалла, вара ӑна эпӗ:— Юрӗ, — тейӗп. Ӑна аякран хытӑ ҫапса йӗнер ҫинчен йӑвантарса янӑ. — Ҫав ята Миссисипи тӑрӑхӗнче Орлеантан пуҫласа Сент-Луине ҫити пӗлсе тӑраҫҫӗ. Минтер ҫывӑхӗнчи стена ҫине ӳкнӗ хӗллехи хӗвелӗн куҫа шартаракан ҫутӑ пайӑрки чӗтренчӗ пек те, хуллен ҫеҫ аялалла шурӗ. Эпӗ сире пур ӗҫре те пулӑшӑп, ҫапла лайӑхрах пулӗ. Кашнин хайӗн ҫулӗ… Вӑл хутсем купаласа тултарнӑ сӗтел ҫине пӑхрӗ… Мана император ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн ик эрнерен, пӗрре ирхине ман пата вӑрттӑн ӗҫсен аслӑ секретарӗ Рельдресель (ӑна ҫапла чӗнеҫҫӗ) пычӗ. Темшӗн амӑшӗн вӑл ӑна тытса парасси ҫинчен те тӳррӗнех шухӑшлас килмерӗ, анчах та ҫак шухӑш ҫуралчӗ те, чӗри ҫине темскер йывӑррӑн, мӑка япала евӗрлӗ выртрӗ. Анчах Тихон мачча ҫинчи тӑваткал шӑтӑк ҫине пӑхса илчӗ, унтан ҫӳлте кӑвакарчӑнсем кӑлтӑртатнине итлесе тӑчӗ те каллех лӑпкӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Вӑл алӑк тӑрӑх хӑпаратчӗ; пӗр урипе сак ҫине, тепринпе алӑк хӑлӑпӗ ҫине пусатчӗ, унтан алӑк тӑррине пусатчӗ, вара аллисемпе маччари шӑтӑк хӗрринчен ярса тытатчӗ те аллипе ҫӳлелле туртӑнса хӑпаратчӗ. Сана та, Саис хули, ҫутӑ туррӑн сулахай аллине, тӗрӗслӗх аллине, пытарса усранӑшӑн. Вӑл факт, сӑмах пани мар. Эсир мана сӑмах паратӑр вӗт, савнӑ Зеб? Вӑл тата темӗн хушса каласшӑнччӗ, анчах аллине ҫех сулчӗ. Хӑйӗн, чӗтревлӗ уттипе кӗтесселле лӗпӗстетрӗ те, ӗхлеткелесе, унти темле карҫинкка ҫийӗн мӗштӗртетме пикенчӗ. — Чим-ха, ҫакӑнта каятпӑр, — пӳлчӗ ӑна старик, — ӗнер кунта пӑлан йӗрне курсаччӗ. Анчах вал кунта та хӑй пирки юлашки хут виҫҫӗмӗш сӑпатра илемлӗ ҫаврӑнӑшпа шутламасӑр юлма пултарӑймарӗ:«Ватӑ бретерӑн сивленчӗк пичӗ тӑрӑх ӑшӑ кулӑ шуса, ярӑнса иртрӗ». Анчах ҫӗнӗ вырӑнта та вӗсем часах вырнаҫса-хӑнӑхса ҫитрӗҫ. Эпӗ ҫимелли илсе килнине пӗлсен Марыся та сиксе тӑрӗ акӑ. — Кунта, Мускава мӗнле килсе лекрӗн? Тата акӑ мӗн тӗлӗнтерет: вӑл чӑнах та ун хӗрӗ, ун сӑнлӑ, тата амӑшӗ — Анна Васильевна — сӑнлӑ. Пӗркун сотьнӑран казак килсеччӗ: Ногая кайса килчӗ, тет. — Авланнӑ, ача ҫук. Пӗр минут иртрӗ — Санин та, Джемма та пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ: Джемма Санин ҫине пӑхмарӗ, вӑл та Джеммӑна питрен мар, — унӑн пӗчӗк зонтик тытнӑ аллисем ҫине пӑхрӗ. Шурочка пӗр хушӑ нимӗскер те чӗнмерӗ. Анчах эпӗ, эсӗ хӑвах пӗлетӗн, ҫемье пурнӑҫӗнчи пӗртанлӑха кӑмӑллакан ҫын мар. Ҫынҫиенсем сехӗрленсе кӑшкӑрса ячӗҫ. — Ну, мӗн тума пултаратӑн эс? Ҫавӑ пит лайӑххӑн туйӑнатчӗ, мӗншӗн тесен маншӑн та кӗнеке вӑл пит тӗлӗнмелле япала, кӗнекере ӑна ҫыраканӗн чунӗ хупӑнса тӑрать; кӗнекене уҫсан, эпӗ ҫав чуна ирӗке кӑларатӑп, вӑл вара манпа вӑрттӑнла калаҫать. Ҫил-тӑман пулманпа пӗрех. Гленарван вут ҫине салхуллӑн пӑхса илчӗ. Валька тахҫантанпах мана хӑйӗн чӗрчунесене пырса курма чӗнет, эп пур, ухмах, халь те кайман унта! Ҫакӑн хыҫҫӑн Петр тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ те хӑй приказчик пек пулса тӑнине курчӗ; аттисем ун урисене хӗснӗ. Ҫак хушӑра, капитан хӑйсемпе хирӗлсе ахӑрашнӑ май, матроссем паруссене аран-аран ларткаларӗҫ, вара «Макари» фокне, брамсельне, стаксельне тата лисельне тӑратса ишсе кайрӗ. — Сирӗн вӑхӑтӑр кӑлӑхах иртмен иккен, — сӑмахларӗ вӑл малалла кӑкӑр ҫинчи орден хӑйӑвӗсене пӑхкаласа, — Ӑҫтан халь эсир? Сӑрт тӑрринче питӗ пысӑк инжир йывӑҫӗ ларать, ун сарлака тураттисен айне пилӗкҫӗр ҫын ирӗккӗнех сулхӑна вырнаҫӗ. Кай аяккалла, кашкӑр… Вӑл вӗсене: кӗл куписем патне ҫын ямалла мар-ши, ҫӗр ирӗлчӗ пулӗ, вӑрлӑх тырра кӑларса типӗтме те вӑхӑт мар-и, текен ыйтусем парса тавлашма чарнӑ. Жандармсем пӳлӗмре ухтарчӗҫ, ещӗксене уҫса пӑхса, унӑн ҫырӑвӗсене вуларӗҫ, университетра ҫырса пынисене тӗрӗслесе пӑхнӑ вӑхӑтра Артур хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларчӗ. Кам пӗлет, тен, тӗнчен таҫти аякри кӗтессинче ҫак улӑпсенчен те пысӑкрах ҫынсем тупӑнӗҫ. Щукарь ӗнтӗ халӗ чиканӑн «шухӑш пекех ҫӑмӑл» кӗсри ҫине тепӗр хут ларма хӑяймасть, вӑл хутор тавра питӗ аякран, сӑрт ҫийӗн кайса ҫаврӑнать, анчах сӑрт тӳпинче кӗсрене чӗлпӗртен сӗтӗрсе пынипе шалтах халран каять, вара ӑна хӑй умӗнче хӑваласа пыма шутлать. Анчах ҫук, манӑн санран ӑслӑ сӑмах кӗтмелли ҫук — санӑн ӑсу тараканӑнни пек ҫеҫ. — Халӗ ют ҫӗршыва каяймастӑн, унта — вӑрҫӑ, — аса илчӗ Яков. — Ыран ирхине, шӑп 6 сехетре тухса каятпӑр, — терӗ пичче. Командор статуйипе танлаштарчӗ-и вӑл мана? Трюхина, бригадир тата Курилкин ун асне тӗрлӗрен пырса тухнӑ. Идеалсен пӗрлӗхӗ! — терӗ вӑл хӑйӗн темле сассипе. — Апла пулсан, пӗрле ҫывӑрма та юрамасть пуль (типтерлӗ калаҫманшӑн каҫарӑр). — Каҫхи апат ҫиер, — терӗ ыйткалакан. Вӑл Любӑна тата тепре чуптурӗ те, ӑшчикӗ пӑлханнине ҫӗнтерме тӑрӑшса, хулне сиктере-сиктере, Володя пӳлӗмне каймалли коридоралла уҫӑлакан алӑкран тухрӗ. Тӑвӑр воротничек хушшине пӳрнине чиксе повӑр ҫиленсе ӑна каялла туртать, пуҫне пӑркаласа, тарӑхса ӳпкелешет: — Ак тамаша! Ҫамрӑк эс, — сана хуйхӑрма-и? — Эсир каланине эпӗ халиччен тӗрӗс тесе шутларӑм. Анчах ҫак тӗлтипе сирӗнпе килӗшместӗп. — Эрех тупса пулмасть халь, господин, йӑлтах хупса пӗтернӗ. Унӑн куҫӗсем шлем сӑмси айӗнчен ӑшшӑн пӑхса илчӗҫ, Фёдор унӑн аллине пуринчен ытларах чӑмӑртаса тӑчӗ. Ҫӗрмӗш хут каласа парать ӗнтӗ вӑл ӳсӗр Никитӑна хӑйӗн хуйхи ҫинчен: хӑйӗн упӑшкине пирвайхи бандировкӑрах вӗлерни ҫинчен, слободкӑра ларакан пӗчӗкҫеҫ ҫуртне мӗнле-мӗнле ишсе антарни ҫинчен (халь вӑл хӑйӗн ҫуртӗнче мар, урӑх ҫын патӗнче пурӑнать мӗн) т. ыт. те, т. ыт. те кала-кала пачӗ вӑл. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: эпир чӗлхесене ҫыртса ҫӳресен, пире никам та тивес ҫук тетӗп. Жихарев вара хыттӑн ӑс парса, ман асра тӑрса юлнӑ вӑрӑм сӑмах каларӗ:— Кам эсӗ? — терӗ вӑл пӳрнисемпе выляса, куҫхаршисене ҫӗклентерсе. — Кам кӳрсе панӑ? — ыйтрӗ вӑл. — «Тӑман пӗлӗте хуплать», — тесе кӑшкӑрса янӑ та Петӗр, курӑнми пулнӑ. Чӳрече ҫине Анна Васильевнӑран илнӗ ҫырӑва уҫса хунӑ. Сӗтел ҫинче лапчӑнкаласа пӗтнӗ пысӑк сӑмавар чашласа ларать, — генерал чей ӗҫсе йӑпанма юратнине Петя Уралец пӗлет. — Тытӑнчӑк калаҫакан полковнике кукка тесе чӗнесси, унашкал ҫынсемпе хурӑнташланасси ҫав териех кӑмӑллӑ ӗнтӗ. Ҫак самантра пӳлӗме тарҫӑ кӗчӗ. — Вӑт ҫитрӗ те. Вӑл ытла хавасланнине пурте асӑрхарӗҫ. Тӗрӗссине эсир тӗрӗс тӑватӑр, анчах ытлашши васкамастӑр-и? — Мӗн унта, хӑй куҫӗпе курнӑ-и вӑл учитель мӗнле вилнине? — ҫилленсе пӑшӑлтатрӗ Стайка. — Мӗнле чӗнмелле ӗнтӗ халӗ сире? — терӗ вӑл аптранипе, ҫурчӗ умӗнчи пӗчӗк садра тӗл пулса столовӑйне кӗрсен, кунта вара шӑпах ӗлӗкхи пек, сарӑ урайӗ таса, ун ҫине ялти пек ҫӳхе палас сарнӑ. Начальство хушать те, пирӗн ӗҫ — пӑхӑнасси. Мӗнле улталама пултарнӑ-ха вӑл вӗсене ҫакӑн пек паллӑсемпе? Ҫав самантрах вара унӑн ҫӗнӗ туйӑм, мӑнаҫлӑ арлӑх туйӑмӗ капланса килнӗ. Вӗсем итлесе тӑнӑ, анчах сасӑсем хуллентерех те инҫетерех илтӗнме пуҫланӑ. Татах темиҫе самантран вӗсем йӑлтах та илтӗнме пӑрахна. Анчах Рада ҫак ҫыхха салтса та тӑмарӗ. Вӑл ӑна хӗрача аллинчен илчӗ те пахча урлах ҫурҫӗрелле чупса та кайрӗ. Апла эпир халь обозсене хӑваласа ҫитетпӗр, унтан молокан патне те кӗрӗпӗр. Вӑл урисемпе хыттӑн таплаттарса пусрӗ, анчах куҫ харшисем чӗтрерӗҫ… Пурте ҫывӑрса пӗтмен-ха, слободара кулкаласа илнисем, юрӑ сыпӑкӗсем илтӗне-илтӗне килеҫҫӗ. Эсир чиркӗве тата чиркӳ таврашӗнчине пурне те юрататӑр пулмалла «Астуса хӑтланни» сирӗншӗн усӑллӑ пулӗ… Вӑл пӗтӗмпех пӗлнӗ иккен. Вӑл, сӑнран шуралса кайса, куҫне кӑшт хупса, пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ, аллине ҫӗклесе, хавхаланса сӑмах панӑ пек каласа хучӗ: — Эпӗ ҫакӑн пек вӑхӑт пуласса пӗлетӗп: ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса савӑнӗҫ, кашни ҫын теприн умӗнче ҫӑлтӑр пек курӑнӗ. Эсӗ хӑюллӑ, ырӑ. Халех ак сирӗн парне ҫинчен мужиксене каласа пӗлтеретӗп. Халӗ этем евӗрлӗ чӗр чун уҫӑмлӑн курӑнать, вӑл вӗҫев аппарачӗн йӗнерӗ ҫинче иккен. Паллах ӗнтӗ, кӑштах ӗҫкӗрен эпӗ халӗ те туртӑнас ҫук, анчах питӗ сахал, телейшӗн пӗр пӳрнеске чухлӗ ҫеҫ ӗҫмелле. Питҫӑмартийӗсем хӗрлӗ мар, кулас-тӑвасси те ҫук; хытӑ хуйхӑрнипе йӑлт пӗтсе, ырханланса кайрӗ, таса куҫӗсем те тек йӑлкӑшмаҫҫӗ. — Мартини, эсир мӗн калӑр? — тесе ыйтрӗ профессор, ун ҫумӗнче ларакан сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк хура сухаллӑ ҫын еннелле ҫаврӑнса. — Суятӑн! Пит-куҫне унтан-кунтан шывпа йӗпеткелесе илет те, ҫитнӗ. Нина Капитоновна пӗкӗрӗлсе кӗнӗ, тата ытларах пӗтсе кайнӑ, куҫӗсем тавра ватӑ сӑнар ҫапнӑ, хӑй ҫине яланхи ҫанӑсӑр бархат курткине тӑхӑннӑ. Хӑйӗн мӗн пур йыт амине колхоз шучӗпе тӑрантарать… Варя унпа юнашар, капан ҫумне аяк пӗрчипе тӗршенсе, урине хуҫлатса, ун ҫамки ҫинчи тӑмаланнӑ ҫӳҫ пайӑркине майласа ларать, — хӗр пӳрнисемпе питӗ ачашшӑн та сисӗнкӗсӗр тӗкӗннипе Давыдов вӗсем хӑйне перӗннине вӑрансан та аран-аран туйса илчӗ. Вӑл ӑна ӗнер мӗн пуҫланине каласа пӗтересшӗн тата унран татӑклӑ ответ илесшӗн пулчӗ. — Мӗн ятлӑ пулатӑн ҫак эсӗ? Апла пулсан, эпӗ тепӗр пӳлӗмре ларӑп: тен, сире пӗччен авантарах пулӗ. Саншӑн мӗн тума сасӑламаллаччӗ-ха ара манӑн? Хӑй ывӑлне вӗлернӗ Тарас пӗр сывламасӑр выртакан виле ҫине нумайччен хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ. Леш зонӑна — чӑхсене, ку зонӑна — хурсене, кӑрккасене вырнаҫтармалла, кашнин валлиех хӑйӗн географийӗ пур. Пар, вара, жалоба! — савӑнӑҫлӑн ответленӗ Фома. — Ия. — Мӗн вара, аван-и ку? — Аркадие чарсах ыйтрӗ Павел Петрович. — Чӗре вӑй парать, пуҫ мар, акӑ мӗн! — Эсӗ ан ятлаҫ! — мирлӗн кулкаласа каланӑ Фома. Петро иккӗленме пуҫларӗ, шухӑша кайрӗ, икӗ аллипе те айӑккисене тытать те хайхи, пӑхса тӑрать. — Ку — ҫӑлтӑр ӳкрӗ, ачам. Мӗн хӑтланатӑп-ха эп, ухмах: тӑратӑп кунта ҫылӑх пухса! Ылттӑн пек, анчах сивӗрех, чӑн-чӑн ҫурхи ирччӗ. Часрах таврӑнӑр, сире кунта кӗтеҫҫӗ!!! Кун ҫинчен эпӗ, райком ирӗк парасса кӗтсе тӑмасӑрах, колхозниксен пухӑвӗнче каласа паратӑп, чӑнласах калатӑп сана! Анчах ҫынсем вӗсене асӑрхамарӗҫ те, пурте пӗр-пӗринпе калаҫса, ҫав тискер япаларан куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ. Ун ҫинче сулӑҫӑ пуласси те ансатах мар ӗнтӗ. Ҫивиттин хӗррисем ҫӗр ҫумне ҫитеймен, анчах ҫак вигвам ӑшӗнче тиртенех тунӑ иккӗмӗш ҫивитти пулнӑ, вал ҫӗрпе пӗрлешсе тӑнӑ, шал енчен ӑна вигвам тавралла купаланӑ тир куписемпе апат-ҫимӗҫ тултарса хунӑ михӗсем тата апат-ҫимӗҫ пӗҫермелли хатӗрсем тытса тӑнӑ, унӑн ҫӳл вӗҫне ик-виҫӗ метр ҫӳллӗшӗнчи шертесенчен ҫыхса лартнӑ. — Географиллӗ обществӑн ӗҫӗсем пулман пулсан, Грант капитана шырама эпӗ те хаваслансах пыраттӑм. Ҫавӑн пек шавлӑ прелюди хыҫҫӑн, паллах, кирлӗ пек финал пулса иртмелле ӗнтӗ. — Ку ҫуртра ҫын вилнӗ, — терӗ Уэлдон миссис. Анчах Бруно вырӑнтан вырӑна мӗн чухлӗ ытларах куҫса ҫӳренӗ, ҫавӑн чухлӗ вӑл хӑйӗн хӑюллӑ вӗрентӗвне тӗнче тӑрӑх анлӑрах сарнӑ. Вӑл декрет мӗн ҫинчен каланине эпӗ пӗлеймерӗм». Ҫав айӑпсӑр Ганчо ача мӗн тунӑ-ха вӗсене? Ӗнер ав унӑн пуҫне касса татнӑ. Кирила Петрович, хӑйӗн юррине ытти чухнехинчен хытӑрах шӑхӑрса, зал тӑрӑх калла-малла уткаласа ҫӳренӗ. Юрӗ! — тесе ятлаҫса илчӗ вӑл. Мӗншӗн-ха пӗр художник ахаль ҫутҫанталӑках кӑмӑллӑн ӳкерет, ӑна курсан пӗрре те кулянмастӑн, савӑнатӑн ҫеҫ, ун хыҫҫӑн йӗри-таврари пурӑнӑҫ лӑпкӑн, йӗркеллӗн шунӑ пек туйӑнать. — Ҫунтартӑмӑр. Вӑл татӑклӑн нимӗн те шухӑшласа хумасӑрах тухса кайрӗ, ҫапах та хӑй Белецкий патне ҫитрӗ те пӳрте кӗчӗ. Итлесем ӗнтӗ, сана аннӳ тархаслать. Курма пултаратӑп-ши эп ӑна? Икӗ стена хушшинчи ансӑр шурӑ трубара ҫынсем, хӑйсене вӑйлӑ ҫил пырса ҫапнӑ пек, калла-малла сулӑнкаласа ҫӳрерӗҫ, вӗсем пурте мӗн ҫинче те пулин ҫирӗппӗн тӑма майлӑ вырӑн шыранӑ пек туйӑнчӗ. Унтан инҫетри сылтӑм флангран тухнӑ вак ушкӑнсем килме пуҫларӗҫ; вӗсем Болотин комбат ҫапӑҫура вилни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Граната ҫыххи тытса вӑл танк айне ыткӑннӑ-мӗн. Ку ыйту ирӗксӗрех ӳпкеленӗ пек илтӗнсе кайрӗ. Ҫак вӑхӑтра эпир унпа паркӑн питех те илемлӗ вырӑнӗ курӑнса тӑракан пӳлӗмре лартӑмӑр. Эпӗ ҫавна пӗлекенсене курман-ха! Старик ҫак пӗлӗт ҫинчен янраса аннӑ пек туйӑнмалла сӑмаха илтрӗ. Ман умра Изот кӗлетки хускалкаласа тӑчӗ, ҫапса ватнӑ пуҫ шӑмми ҫинчи ҫӳҫӗсем, вӗсене шыв юххи туртса тӳрлетнипе чӑнк тӑнӑ пек курӑнчӗҫ. Салтак пӑхать-пӑхать те шухӑша ӳкет: мӗнлерехчӗ иккен манӑн ҫакна… Шӑрӑх кӑнтӑр кунӗн шӑплӑхӗнче каллех вилес пек асапланакан хӗрарӑм хулӑн сасӑпа хыттӑнах мар ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ. Вӑл Синопа — «хыт чупакан» (ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫӗнчи тӳрем вырӑнти тилӗ) пулчӗ. Ҫителӗклӗ таран ҫын пуҫтарма пысӑках вӑй хума та кирлӗ пулман. — Эсир халӑхпа ҫавӑн пек калаҫма пултарни ҫинчен пӗлмен эпӗ, халӑхпа темӗн те тума пултаратӑр эсир, — сулчӗ вӑл пуҫне. Кунта илемлӗ хӗр пулни те Стумпа вӑрҫма чарса тӑрайман. Тӳрем сӑртлӑхран кӗперӗн пӗрремӗш пӗкки патне ҫитес тесен, ҫав тери чӑнкӑ ҫыранпа канава анмалла. Мӗн, эсӗ ӑсран тайӑлман пулӗ-ҫке?.. Давыдов нумӑйччен чӗнмесӗр пычӗ, унтан каларӗ: — Ӑна эпир тӳрлетӗпӗр, Островнов ҫинчен йӑлтах пӗлӗпӗр, ҫапах та эсӗ, Иван пичче, тӗлӗнтермӗш этем. Ку вӑл — ӑнтан каясса ҫитни! — Мӗн унта ҫӳресси? Морис Джеральдӑн ҫамрӑк арӑмӗн Ирландире пурӑннӑ вӑхӑтра кӗвӗҫес шухӑш пӗртте пулман. — Шӳт туса-и, сирӗн преподоби? — Унӑн сасси кашни сӑмах каламассерен тӗрекленсе пычӗ. Ҫӑткӑн-им? Пултарас ҫук эпир вӗсем пек, — каласа хучӗ Марко. Ӑна ҫак камер-юнкер кӑмӑла кайсан, София ашшӗ кабинетӗнче ларакан чиновник та часах кӑмӑлне каяссӑн туйӑнать. Вӗсем чи лайӑх пӳлӗмре апатланчӗҫ. Иккӗмӗш блюда вырӑнне вӗсене сӗт ҫинче пӗҫернӗ сӗлӗ пачӗҫ. Хӑна-лаша ӑна вӗри халлӗн ҫирӗ, ытти лашисем сивӗнсен тин ҫирӗҫ. Ку — аташу евӗрлӗ. Сивӗ ҫил Фома пичӗ ҫине вӗрнӗ. Ҫук, эпӗ сӗм ухмах пулин те, питӗ чее! Мексиканец хӑй ҫамрӑк мустангера курайманнине пытарман, анчах мӗншӗн курайманнине ӑнлантарса паман. Анчах тахӑшӗн хӑватлӑ пурнӑҫ йӗрӗ кунта уҫӑмлӑн сыхланса юлнӑ. Тепӗр кунне ӗнтӗ кӑнтӑр та ҫитсе пыра пуҫланӑ, хуҫи ҫапах та таврӑнман. Мӗн те пулин пулсан — хӑв персе хӳтӗлесе пыр! — Диарбекиртенех-и? Кашни шӑматкун тенӗпе пӗрех эпӗ ҫав ҫурт патне чупма тытӑнтӑм, анчах пӗрре ҫеҫ ҫуркунне, каллех виолончель сассине илтрӗм — вӑл татти-сыпписӗр тенӗпе пӗрех ҫурҫӗрччен каларӗ: эпӗ киле тавӑрӑнсан, мана хӗртсе илчӗҫ. Кӑшкӑртрӗҫ лешсем… темиҫе хут та… тӗрӗссине тӗрӗсех калас пулать — кӑшкӑртрӗҫ. Акӑ епле тӑрас пулать! Озерова ӑсатсан, Юргин отделенийӗ каллех ӗҫе пикенчӗ. Эпир — пурӑнма ҫуралнӑ. Хӑрушлӑх ҫывӑхах килсе ҫитрӗ. Леш хайхи телейлӗ каҫхине пӗтӗм чун-чӗре тӗпӗнчен темӗнле шиклӗх евӗр, тем ҫитмен пек ыйтуллӑн ҫӗкленнӗ тӗтреллӗ туйӑм халь ӗнтӗ пушшех ӳссе сарӑлса кайрӗ тӗ чӗрери телейпе хаваслӑх вырӑнне пӗтӗмпех хӑй йышӑнса илчӗ. Кайран, пурте кулса ярсан, хам та кулсан, мӗн тери чӗре ыратрӗ уншӑн! Эпӗ ӑна хам ҫуртӑма вырнаҫтартӑм… Икӗ пӗчӗк пӳлӗм пурччӗ унта. — Апла, эсӗ халӗ хӗпӗртетӗн-и, Аксель? — терӗ мана хирӗҫ пичче. Пысӑк шкаф патне пыр та, иккӗмӗш хутри йӗркере, 4-мӗш ҫӳлӗкре вӑтӑрмӗш атлас выртать, ҫавна илсе кил-ха, — терӗ. Мӗн ҫинчен калаҫҫӗ-ха ҫак улшӑнусем? Ун вырӑнӗнче, урапа ҫинче, Давыдов пальтипе витӗнсе, Ҫӑрттан мучи вилнӗ пек ҫывӑрать. Вӑл каллех куҫне уҫма хӑтланать. «Вӑрлатӑп та ҫав укҫана вӗсене паратӑп, кайран кирек мӗн пултӑр», — терӗм вара. — Октябрьте вунҫиччӗ тулчӗ, — терӗ Джим. Вилчӗ апла Миша — шел Мишӑна, туршӑн та шел! Аристократсен ушкӑнне хутшӑнма ӗмӗтленсе ҫӳрекен харсӑр офицер, Праскухин ытла аван ҫынах маррине, ытти ҫынсем пекех, лайӑх пӗлсе тӑраканскер, хӑйӗн вӑйлӑ аллине (ку алӑсемпе вӑл штык тытса французсене пӗрре кӑна мар чике-чике вӗлернӗ) хаваслансах Праскухин хулӗ айне чикрӗ. Ҫав кунхине каҫ пулнӑ ҫӗре Давыдов пӗр теҫеттин та икӗ ҫаврӑм сухаласа пӑрахрӗ. Вӑрман ҫийӗпе каҫ хуллен шуса пычӗ. Виски те чылай ӗҫме ӗлкӗрнӗ, ав, вӗсем — виҫӗ тӗлте ҫынсем тӳпелешнине куртӑм эпӗ. Анӑҫра анса ларма хатӗрленнӗ хӗвел курӑнчӗ, вӑл ҫӗре хупласа хунӑ шыв ҫине ылттӑн хӑю тӑсса хучӗ. — Эс вара, чӑн та, упапа пӗрме-пӗрӗн ҫапӑҫса курнӑ-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Бойчо. Ҫавӑнпа та вӗсем карап ҫинчи таварсене сутса пӗтерме, унтан вара Мадагаскар утравӗ ҫине кайса ҫынсем тара тытма шутланӑ. Мана ҫав тери салху пулса кайрӗ, эпӗ вара хамӑн аннене асӑнса ҫул тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗм. Умне пӗшкӗнсе пӑхиччен эпӗ ҫавна асӑрхайман. Анчах унашкал арҫынсем сахал пулас, мӗншӗн тесен эпӗ, вӗсем патне кашни каҫах тенӗ пек кайса ҫӳрекенскер, ку ҫуртра хӑнасене сайра хутра кӑна тӗл пултӑм. — Ҫапла… Эсӗ Гретхена юрататӑн иккен? — тесе хучӗ мана пичче чӑн-чӑн опекун сассипе. Чӑнах, пырӑр. Эпӗ пӗрмаях хусканура пулнӑ. Вӑл вӗсене хупласа ларатчӗ, пичке тӗпӗ ҫумне ӗнсипе тайӑнатчӗ те, кӑкӑрне каҫӑртса йӑваш та, анчах пурне те ҫӗнтерсе илекен тенорпа васкаса пуҫласа яратчӗ: — Эх, тӗтре анчӗ-ҫке таса уй-хирелле,Хупласа хучӗ инҫетелли ҫулсене… Калаҫӑва сайра-хутра кӑна кулӑшла сӑмах кӗртсе лартакан Базаров (вӑл пуринчен ытларах шампански енӗпе ӗҫленӗ) — хыттӑн анасласа илчӗ те, ура ҫине тӑрса, кил хуҫипе сывпуллашмасӑрах Аркадипе пӗрле тухса кайрӗ. Эпӗ сире айӑпламастӑп, господасем, пачах никама та айӑпламастӑп. Патагонец «ягуарсем» тесенех Гленарван ҫийӗнчех ӑнланчӗ, вӑл пампассенчи хӗрлӗ кашкӑрсем ҫинчен калать иккен. Кунти йӗркесем тарӑх, утрав пуҫлӑхӗ умӗнче виҫшер хут пуҫ тайрӑмӑр. Вӑл Аламон анат хӗрринче ларать. Ӑҫта вара кунта пускӑчи? Такам ӑна хулпуҫҫийӗнчен силлесе илчӗ… Вӑл хӑйӗн полкӗ мӗнле участокран канма тухса килнине, дивизийӗ ку таранччен мӗнле район йышӑнса тӑнине кӑтартса пачӗ, ҫав мӗнпур сведени Озерова мӗн тума кирлине ӑнланса илсен вара, вӑл шухӑша кайнӑн ыйтрӗ: — Эсир унта, Мускав патнелле каҫса каяс тетӗр-и? Пурте аяккалла пӑхса тилле куҫпа шырама тытӑнчӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ. Чугун ҫул ҫинчи рабочисем пурте тенӗ пекех бастовать тӑваҫҫӗ. Пурте пекех шанчӑклӑн кӑшкӑрчӗҫ: — Таня-и? Вӑл ҫӗнтерет. Гусев ҫак монолог вӑхӑтӗнче ахлатрӗ те эхлетрӗ, чӗлхипе ҫине-ҫинех шаклаттарать, кӗскен — тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет. Ҫапах та эпир шарлас ҫук тесе татах тепӗр хут тупа тӑвар-ха, ҫапла шанчӑклӑрах пулӗ. — Эсир ирӗкре, — терӗ Говэн. — Эсир унпа питӗ ҫывӑх пурӑнатӑр-и? — ыйтрӗ Санин. Каҫ тӗттӗмӗ те палӑра пуҫларӗ, хӗрсем ҫаплах таврӑнмаҫҫӗ. Ҫак самантра кӗтмен ҫӗртен кӗмсӗрт тунӑ сасӑ илтӗнчӗ, фургон тайӑлчӗ, хӗрарӑмсен урисене шыв кӗрсе йӗпетрӗ, вара Гленарванпа Джон Мангльс мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та шыв юхӑмӗ фургона сӗтӗрме пуҫларӗ. Анчах та акӑ виҫҫӗмӗш хут, тӑваттӑмӗш хут харкашса кайрӑмӑр, вара эпӗ ку япала ӑнсӑртран пулманнине, вӑл ҫавӑн пек пулмаллине, ҫавӑн пекех пулассине ӑнланса илтӗм те малашне хама мӗн кӗтнинчен питӗ хӑраса ӳкрӗм. — Эпӗ хӗрарӑмсенчен палласа илтӗм. Эпӗ вуҫех урӑхла, ӑна аслӑ, ӗненмелле, витӗмлӗ каланӑ тетӗп, эпир вӑл кӑтартса панисем ҫинче чарӑнса тӑма тивӗҫлӗ, тата, пӗлсех тӑратӑп, пирӗн малашнехи шыравсен бази ҫавсем пулса тӑрӗҫ. — Паяц — укҫашӑн савӑнать. — Урасем тӑрӑх шӑваҫҫӗ», — тет. Хӑй ҫӳлелле сиксе илет те ҫухӑрса ярать. «Пӗр ҫӗленӗ питрен сӑхрӗ», — тет. Эпӗ нимӗнле ҫӗлен те курмастӑп. Ачасем вӑрҫӑлла вылярӗҫ. Чылайччен, пӗр хускалмасӑр пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл, виле патнерех пырса, унӑн хытса ларнӑ аллине урипе тӗртсе пӑхрӗ. Пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пӗр пытармасӑр калама эпир Дмитрипе сӑмах татнӑччӗ пулсан та, хамӑн балсене ҫав тери каяс килни ҫинчен эпӗ ӑна та, ытти ҫынсене те каламарӑм, ман ҫинчен манни тарӑхтарса чӗрене ыраттарчӗ; мана темле философ вырӑнне хучӗҫ пулмалла, ҫавӑнпа эпӗ хама философ евӗрлӗ тытма тӑрӑшрӑм. Пан полковник революциччен сахӑр завочӗн плантацийӗсенче агроном пулса ӗҫленӗ, анчах ун пек пурӑнӑҫ питӗ кичем-ҫке, ӑҫтан ӑна атаман пурӑнӑҫӗпе танлаштаратӑн, акӑ вара ҫӗршыва хупласа илнӗ пӑтранчӑк ӑшӗнчен агроном пан полковник Голуб пулса тухрӗ. Заливанов, Устинович ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса, Лиза Сухарькӑна темӗн пӑшӑлтатса калать. Софире, Тырновра пулнӑ, пӗтӗм Болгарие пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине тухиччен ҫуран утнӑ, унта икӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ те каллех тӑван чӗлхипе калаҫма вӗреннӗ. Ҫак вӑхӑтра Казондере ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ тӗлӗнтермӗшле ӗҫ пулса иртрӗ. — Эпир, сирӗн ирӗкӗр пулсассӑн, — терӗ заседателӗ, — кунтах ҫӗр выртас тетпӗр; тӗттӗмленчӗ авӑ, сирӗн мужикӗрсем ҫул ҫинче пире тапӑнма та пултарӗҫ. Хӗрарӑмпа ахаллӗн ҫеҫ пулмалла — пӗр бутылка эрех кӑлар, ҫыртмалли пӑртак пар, каярах — пӗрер мӑшӑр сӑра ларт, унтан — ҫирӗм пус кӗмӗл тыттар. Атту еретикех ҫырӑн, — вӑл та ҫӑкӑр-тӑвар тупмалли вырӑн. Кӗлтӑватӑн-и уншӑн? — тесе ыйтнӑ. Вӑл вӑйлӑ чирлӗччӗ… паллах, юри туман пулсан. — Эпӗ ӗненместӗп сана, чиперкке. Ҫынсем лодка ҫинчен ҫырана ним чӗнмесӗр сике-сике анчӗҫ. Тускуб ҫыннисем-и? Берсенев вара юрӑсем ҫинчен Болгарири хальхи пурнӑҫ ҫине куҫрӗ; хӑйӗн тӑван ҫӗршывне аса илнипех Инсаровӑн кӑмӑлӗ улшӑннине Берсенев ҫавӑн чухне пуҫласа курчӗ: унӑн пичӗ хӗрелсе каймарӗ, сасси те улшӑнмарӗ — ҫук! анчах мӗнпур ӳт-пӗвӗ ҫирӗпленсе малалла туртӑннӑ пек пулчӗ, тути хаярланса ҫӳхелчӗ, куҫӗсенче темле сӳнми ҫулӑм ялкӑшса тӑчӗ. Кунта кӑмӑллӑрах та… ҫак упапа юнашар… — тупӑ еннелле кӑтартрӗ вӑл. Эй, турӑ ҫырлах! — Эсир те-и? Пӗлетӗр-и эсир, Украинӑри каҫ мӗн иккенне? Ҫак ҫурт мана инҫетренех Мускаври зоопаркӑн тасах мар лабораторине аса илтерчӗ, унта тахҫан ӗлӗк Валя Жуков мана хӑйӗн чӗрчунӗсене кӑтартнӑччӗ. Анчах та вӑл лаборатори кунтан кӑштах пысӑкрахчӗ. Ҫапах вӗсем пурӗпӗрех пер пек туйӑнаҫҫӗ. Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ ҫӑматӑ ҫумӗнчи юра шаккакаласа алӑка уҫса аслӑ та лутрарах пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ маях манӑн сӑмсана ирсӗр шӑршӑ, шӑши шӑрши кӗрсе кайрӗ. Сӗтел хушшинче пӗр ҫын ларать. Маншӑн ҫак ҫын, хӑть эпӗ ӑна урамри шурӑ юра пула куҫӑмсем шарса кайнипе лайӑхӑнах пӑхса илеймерӗм пулин те, вӑл маншӑн пурӗ-пӗрех Валька пекех туйӑнчӗ. Пыратӑн-и? Ик-виҫӗ сехетрен, пӗтӗмпех вӑйран сулӑнсан эпӗ, тӑнсӑр пулса вилнӗ пекех йӑванса ӳкнӗ… Пӗлӗтсенчен тӗтӗм шӑрши кӗрет. Жухрай чӑмӑрӗ ҫитсе ҫапнипе вӑл темиҫе те пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне ӳкрӗ, ҫапах та Павка питӗ тӳсӗмлӗ вӗренекен ача пулчӗ. — Хатӗрленме тытӑн, — хушрӗ Петр арӑмне. — Аван! Арӑма кӑкӑртан аяларах айӑкран чикме Трухачевский ан чӑрмантартӑр тесе, кинжала эпӗ ҫаплах кӑтартмарӑм, хам вара арӑм патне сиксе ӳкрӗм. Фома вӑл ҫакна мӗнлерех шухӑшпа каланине сиссе илеймен, вӑл куҫса ларнине те асӑрхайман. Мӗн ӗҫ пур манӑн сан тӑвану-хурӑнташу ҫумӗнче, эсӗ хӑв маншӑн аттепе аннерен, петӗм тӗнчерен хаклӑ пулсассӑн? Ҫук, вак-тӗвек ҫеҫ ку йӑлт, пуш сӑмах кӑна ку пӗтӗмпех!.. Артамонов кулса илчӗ. Тепӗр ӳкерчӗкӗнче арбуз ҫиекен икӗ старике сӑнланӑ; арбуз урлӑ, аякра, «Канӑҫ ҫурчӗ», тесе ҫырнӑ грексен пӗчӗк порчӗ курӑнать. Манӑн санпа калаҫмалли пур. Мана та вӗсем Ҫӗпӗре яраҫҫӗ пуль ӗнтӗ, ун пек пулсан, эпӗ хамӑн унпа пӗр вырӑнта пурӑнас килни ҫинчен каласа паратӑп. Кӑна эп каҫараймастӑп! Тӗрӗс, Синопа сана хӑтаракан. — Полозов! — Юрать, ма каяс мар? Закройщикӗн пӗчӗк арӑмӗ килкартишӗнче ҫур ухмах вырӑнне шутланатчӗ, — кӗнекесемпе вӑл хӑй тӑн-пуҫне ҫухатнӑ, хуҫалӑх ӗҫне туса пыма пултарас ҫукки патнех ҫитнӗ тетчӗҫ, унӑн упӑшки хӑй пасара провизи илме ҫӳрет, хӑех кухаркине, яланах йӗпенсе ҫӳрекен хӑрах хӗрлӗ куҫлӑ, тепӗр куҫӗ вырӑнне шупка тӗслӗ хӗсӗк ҫурӑкла тем пысӑккӗш салху хӗрарӑма, вырӑс хӗрарӑмӗ марскере, кӑнтӑрлах апатпа каҫхи апат пӗҫерме хушать тетчӗҫ. — Хамӑрӑн! Каллех калаҫатпӑр эпир, халь ӗнтӗ урӑххи ҫинчен, пӑшӑлтатса кӑна. Унӑн сӑнӗ-пичӗ питех канлӗхлӗ пулни Том ӑшчиккинче те палӑрнӑ. Вӑл лӑпланнӑ пек пулнӑ, унӑн ӑш вӑркани те ерипенех иртсе кайнӑ. — Пирӗн хамӑрӑн ӗнсе ҫинче ларса куҫсене хуплакансене эпир пурне те курса тӑнине кӑтартмалла, — эпир ухмахсем мар, тискер кайӑксем мар, пирӗн ҫиес килет кӑна мар, — пирӗн ҫынсем пек пурӑнас килет! Хам ҫумра эп Дингӑна кӑштах тӑратасшӑн, анчах маттур йытӑ, алла ҫулать пулсан та, таҫталла туртӑнма тытӑнать. — Эсир хӑйӗн патне-и, юлташ старший лейтенант? Манпа санӑн мӗн ӗҫ пур? Парус халех ҫурӑлса каяс хӑмпӑ пек хӑпарса тулчӗ. Анчах сасӑсен тӗсӗ пур пулсан, эпӗ вӗсене курмастӑп пулсан, эппин эпӗ ҫав сасӑсене туллин те вӗҫне ҫитиех ӑнланма та пултараймастӑп. Тусем, тусем, тусем сисӗнеҫҫӗ унӑн пур шухӑшӗнче те, пур туйӑмӗнче те. Чавсипе салтака чышса ӳкерчӗ. Ӑҫталла? Ҫӗкленчӗ, сентре ҫинчен пӗчӗк цилиндрсенчен пӗрне илчӗ, унран шӑмӑ валик кӑларчӗ те ӑна экранлӑ, вулав пӗчӗк сӗтеле чиксе хучӗ. Пӗччен юлсан, эпӗ ку ӗҫе мӗнле тӑвасси пирки пуҫ ватма тытӑнтӑм. Эпӗ ура ҫине тӑратӑп. Сирӗн ӑна асра тытмалла. Унтан ыттисем те — пӗрин хыҫҫӑн тепри — ҫывӑхара пуҫланӑ… Шӑпах апатланса пӗтерес умӗн пӳлӗме пӗр пӗчӗкрех старик, батарея писаре, пырса кӗчӗ. Батарея командирне вӑл виҫӗ конверт тыттарчӗ. Конверчӗсене виҫҫӗшне те пичетлесе лартнӑ. Ариил хулине хуйхӑ пуснӑ, унта ирсӗр ҫынсемле жуликсем тата тӗрлӗрен килӗшӳсӗр йӗрӗнчӗксем хӑйсен усал кӑмӑл-шухӑшӗсен ирсӗрлӗхӗнче пурӑнаҫҫӗ! Федотов ҫулсем ҫинчи йывӑр ҫапӑҫура пулни ҫинчен хыпар пӗтӗм аэродромӗпех хӑвӑрт сарӑлчӗ. Аэлита тӗрӗсех асӑрханӑ: ҫак тапхӑрта вӑл, Лось, питӗ нумай пӗлӳ пухрӗ. Ромашов хыҫал енчи пусма ҫине хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ, анчах, столовӑйра Слива капитанӑн тарӑхуллӑ та тӑрӑхлакан сассине уйӑрса илсе, сасартӑк чарӑнчӗ. — Ҫук, памастӑп! — ҫав вӑхӑтрах Титок, усӑнса тӑракан мӑйӑхӗсем айӗнчен чӗлӗм тӗтӗмӗпе хуралса ларнӑ шӑлӗсене кӑтартса, пӑсаранни евӗр ҫивӗч, анчах савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе Нагульнов ҫине йӑл кулса пӑхрӗ. Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн «вилнӗ тӑванӗ» ҫинчен икӗпитленсе каланисене те ӑнланса илтӗм. Вӑл ҫапла калаҫнӑ чухне унӑн сасси, пит кирлӗ вӑрттӑн япаласем ҫинчен пӗлтернӗ пек, тата хулӑмрах янтӑрать. — Ку сан ӗҫ мар… — хуллен хуравларӗ Нагульнов, Давыдов ҫине пӑхмасӑр. — Хӑҫан эпӗ типӗ тытма пуҫлатӑп? Ҫапах та ман патӑмран кайнӑ чух вӑл ман алла хытӑ чӑмӑртарӗ, тата та кӗрсе тухӑп, терӗ. Пӗлетӗр-и — Ирин шляхӗ хыҫӗнче шурлӑх пур. — Ун патӗнче халӗ кам пур? — ыйтрӗ Джемма. Ялавсем питӗ нумай, анчах герцог васкатать. — Ку пулма пултараймасть, — лӑпкӑн ответлерӗ Гейка. — Эпӗ Марьяна валли пурне те пуҫтарса тирпейлерӗм. Швабринпа эпӗ хам сывалнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенчех килӗштертӗм. — Ну, тавтапуҫ сана, амӑшӗ, ӗҫӳсемшӗн! — калама тытӑнчӗ Рыбин, Ефима пӳлсе. — Ҫапла. Эпӗ государыняна йӑлӑнма килнӗ. Куҫӗнче унӑн савӑнӑҫ ҫиҫсе тӑрать. Эпӗ темиҫе хут куҫсене сӑтӑркаласа илтӗм, ҫапах та пӗрре курнӑ япаласенех куртӑм. Персе ӳкернӗ кайӑксене тата персе янӑ ҫӗмрен йӗпписене пухса старикпе ҫамрӑк сунарҫӑ килелле утнӑ. Ҫав кӗнекесен хаосӗ мана пурӑнӑҫ чӑнах та мӗнлине курса тӑма кансӗрлеместчӗ, манӑн чӗрӗ ҫынсене ӑнланас килнине сӳрсе пымастчӗ, пит нумай ерекен пылчӑкран, пурӑнӑҫри наркӑмӑш йышши усал япаласенчен мана вӑл витӗр курӑнакан, анчах ним те витсе ҫитмелле мар пӗлӗтпе хупласа таратчӗ. — Ан ухмахланӑр! Пугачев старик ҫине хаяррӑн пӑхрӗ:— Мӗнле эсӗ мана хирӗҫ, хӑвӑн государӳне хирӗҫ, тӑма хӑйрӑн? —терӗ. Пӑхмалли шӑтӑксем кӗтмен ҫӗртен тарпа хупланчӗҫ. Куратӑп, приказчик пулма капла эс пит хакла ларатӑн… — Кансӗр йӗкӗт… — тенӗ Тарас. — Сирӗн ял ҫунать, ҫапла-и? Ӗнтӗ Метелыцӑна сӑнӑ ҫине ҫӗклерӗҫ; ӗнтӗ тепӗр Пысаренко пуҫӗ, пӑлтӑртатса ҫавӑрӑнса, куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ; ӗнтӗ хӗҫпе тӑватта пайланӑ Охрим Гуска авӑнса ҫӗре пӗрсе анчӗ. Вӑл голова пӳрчӗ. — Сана тилхепе кирлӗ-им? Эпӗ ҫав ыйтӑва ытла та чӗре патне илсе, итлекенсене, тен, йӑлӑхтарса та ҫитернине манатӑп, — терӗ. Кунта эпӗ хама, тивӗҫлӗ ӗҫрен пӑрӑннине туйрӑм. Пиратсемпе ҫыран хӗррине кайса, эпӗ ҫав тери айван пултӑм пулсан, манӑн вӗсем мӗн ҫинчен канаш тунине пулин те итлемелле. Халь манӑн вӗсем патне май килнӗ таран ҫывӑха шуса пымалла, кукӑр та ҫыхланчӑк тӗмен ҫӑра ҫулҫисен хушшине пытанса ларса вӗсене итлемелле. Ҫакса вӗлернӗ аҫусем хыҫҫӑн кайӑр та ҫакӑнӑр, шуйттан ачисем! — Халӑха ӳкӗтлерӗм, Давыдов юлташ. Ачана сывӑ куҫ паман ҫутҫанталӑк ӑна ытти енчен кӳрентерменех, тесе ытларах та ытларах ӗненсе пынӑ Макҫӑм пичче; ҫак ачан ӑс-пуҫӗ ҫутҫанталӑкӑн тулаш енӗсене ҫӑмӑллӑнах ӑша илсе, тата тулли вӑйпа туйса ӑнланма пултарнӑ. Вӗсем ман пата пырсан, эпӗ вӗсене чаплӑ креслосемпех сӗтел ҫине хӑпартса хама хирӗҫ лартрӑм, икӗ енне вӗсен хуралҫисем ларчӗҫ. Уйӑх ҫаврашки ҫӗр хыҫӗнчен тухман-ха. Вӑл ӗҫ патне ҫӳремелли кивӗ пиншак тӑхӑннӑ, уринче ун ҫӗтӗлкелесе пӗтнӗ сӑран атӑ. Ҫук, тӗнчере эпӗ нумайччен сулланӑп-ха». Вӗсем эрехпе йӑпанаҫҫӗ. Эпӗ тимӗрҫ лаҫҫине кайрӑм. Каҫхине Иван Данилович тухтӑр килчӗ. Ольбинет нарду ҫӑнӑхӗнчен пашалу пӗҫерчӗ, вара хырӑм выҫҫи пӑртак лӑпланчӗ. Пуп ҫурчӗ патне ҫитсен, урамра вӑл шавлӑ ушкӑна курах кайрӗ, Петр сассине илтсен, каччӑсене чарса тӑчӗ. — А-а, ҫапла-и?! — ассӑн кӑшкӑрса янӑ Фома. Кирлӗ япаласене пурне те Талькагуанора тиесе «Дункан» Патагонинчен иртрӗ, Горн сӑмсахӗ патӗнчен ҫавӑрӑнса Атланти океанӗ тӑрӑх ишсе кайрӗ. — Эсир ыйтнине тума пултарайманшӑн эпир пит те шеллетпӗр, анчах пирӗн сире кунтан кайма ыйтас пулать. Ватӑ, пӗр сиккеленмен, пӗркеленчӗк питлӗ, йывӑҫ скульптурӑ пек курнакан ненец, маларах утса тухрӗ те ненецла темскер каларӗ. Ирхине вара хӗвелӗн сивлек ҫаври ҫунакан сад-пахчана, ишӗлчӗксене, ытлӑх-ҫитлӗхпе иртӗхнипе тертлӗ, ухмаха ернӗ ҫынсене, вилӗ ӳтсен куписене ҫутатать. Йӗри-тавра шӑпӑртах ав, пӗр чун та ҫук. Епле кӑртлатса илчӗ ун чӗри! Ҫавӑнтах «Бородатыя!» тенӗ. Ун ҫине пӗрмай тинкерсе пӑхакан канӑҫсӑр куҫӑмсем йӑлӑхтарнӑ-ши ӑна е мана пачах кӑмӑлламанран-и, вӑл ытларах манпа мар, Володьӑпа выляса кулатчӗ; анчах эпӗ ҫапах та кӑмӑллӑ, мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар, нимӗн тӗ ыйтмастӑп, хам уншӑн тем тума та хатӗр. Аманнӑ ҫын каллех тӑна кӗчӗ те, чавси ҫине тайӑнса, тем ыйтнӑ пек, йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Воропаев ӑна хӑраса та хисеплесе итлет. Сулӑ ӑҫта? Инсаров каласа пӗтерме те ӗлкӗрейменччӗ, алӑк уҫӑлчӗ те, алӑк умӗнче Шубин курӑнса кайрӗ. Куҫлӑхне хыврӗ вӑл, пит-куҫӗ салхуланчӗ. Петрӑн кӑмӑлӗ тата ытларах ҫемҫелчӗ, ӑна хӑйне те лайӑх мар пулчӗ, вӑл ҫирӗппӗн сӑмах пачӗ: — Хӗреспе тупа тӑватӑп — вӑл нихҫан та нимӗн те пӗлмӗ. Вӑл малалла утса каять. Ҫук, тетӗп эпӗ хама хам, кунта тем апла мар. — Сывӑ пултӑр республика! — тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗҫ салтаксем. — Катя ҫав. Томӗ пуҫне кӑшт пӑрчӗ те темӗн мӑкӑртатать: тӑнпа калаҫманни тӳрех палӑрать; Салли аппа, аллисемпе шарт ҫапса:— Чӗрӗ вӑл, тавах турра! — Малалла, терӗ Сильвер, — кӗл пек шуралса кайнӑ тутисене аран-аран вылятса. Хӑш-пӗр ҫӗрте пысӑк тӳпемсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсен айккисенчен йӑрӑм-йӑрӑм хура гематит сийӗсем курӑнаҫҫӗ — паллах, ку ҫӗр айӗнчи мӗнле те пулин рудапа пуян вырӑнсем. Вӑл пӑшалне ярса тытрӗ те эпир пытаннӑ ҫӗрелле сиктерсе пырать. Ун хыҫӗнчен Анд тӑвӗсем ҫӳллӗн курӑнса тӑмалла, анчах иртсе кайнӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗсем капланса тӑнипе ун тӑррисене курма май килмерӗ. Хушӑран вӑл Алексей ҫине темӗнле хӑраса пӑхать те, пырне ларнӑ япалана ҫӑтнӑ пек, сасартӑк ассӑн сывласа илет. Салли аппа ҫукчӗ-ха, ӑна кӗтме тиврӗ. Анчах Джон Мангльс вӗсене, хӗнпе кӑна пулсан та, ун пек тӑвасран тытса чарать. Юлашкинчен, пире салтака сахалтарах хавхалантарнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл хӑй тупӑшнине мансах кайӗ, пирӗн ӑна лайӑхрах шӑртлантармаллаччӗ, тее пуҫларӑмӑр. Чимӗр-ха, Ромашов. Воропаев американеца Широкогоров патне илсе кайма шутларӗ. Анчах ҫынсем кунта ҫук е, пур пулсан та, пӗри те тӗл пулмарӗҫ-ха. — Акӑ мӗнле эпир иксӗмӗр, — терӗ вӑл пиччӗшне: — отставкӑна тухнӑ ҫынсен шутне лекрӗмӗр, юррӑмӑрсене юрласа пӗтернӗ мӗн эпир? Ҫакӑн хыҫҫӑн Мэри Грант лӑпкӑн тӑма пултараймарӗ. Пушар. Атмосфера пире питӗ пысӑк усӑ парать ҫав. Чӑн-чӑн ҫапӑҫу? Мӗнле пурӑнатӑн-пултаратӑн?» — тетӗп. Корчагин батальонне территори чаҫӗсен кӗрхи манёврне чӗнеҫҫӗ. Ӑшаласан ҫиме пулать пуль-ха та, хуранта пӗҫернине ҫиейместӗн пуль, хытӑ… Кала-ха, Динго, Дик капитана Геркулес ҫӑлчӗ-и? Эсир ӑна халь е кайран илтесшӗн?.. — Ҫапла ҫав, сэр, эсир ҫав тери ыра пулса пире пулӑшмасан, пирӗн ӑна тупас шанчӑк та ҫук. Вӑл ҫапӑҫуҫӑсен шутласа кӑларайми ҫарне пуҫтарать те хулана ҫӗнсе илме тухать. Меллӗ вырнаҫса ларсан ҫеҫ вӑл хӗвелпе тӗссӗрленнӗ картусне хӑйпе юнашар хучӗ, ҫитсӑ кӗпе ҫаннипе хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ чеччеллӗрех питӗнчи тарне шӑлчӗ, вара, кулкаласа, Давыдова тата ун сӗтелӗ хушшинче ларакан счетоводпа Яков Лукича ҫапла каларӗ: — Сывӑ пурӑнатӑн-и, председатель, сире те сывлӑх сунатӑп, кантурти йӗке хӳресем! Авалхи римлянсем хӑйсен мӗнпур кун-ҫулне турӑсем ертсе пыраҫҫӗ, тесе ӗненнӗ. Хуларан тухнӑ ҫӗрте «сасӑланӑ» хыҫҫӑн, вӑл часах хӑй каймалли ҫӗрелле каякан пушӑ трехтонка грузовик ҫине вырнаҫрӗ. Хӑнасем килӗсене кайса пӗтрӗҫ, эпӗ ҫаплах нимӗн тӑва пӗлмерӗм — мӗн тумалла? — Уҫ! — терӗ Пугачев. Его величество мана тӑшманӑн ытти карапӗсене пурне те туртса илме хушрӗ. Лашин пуҫӗ чиперех пулӗ-ҫке? Вун тӑваттӑмӗш класра 4 тӑракан асап тӳсме пӳрнӗ ҫын, хӑйӗн чинӗ пирки ҫех патак ҫименскер, ҫитменнине тата ун ҫинчен патак ҫимест тесе те кашнинчех калама ҫук (кун ҫинчен вулакансем хӑйсем хӑйса калаччӑр). — Юрать, — салхун тавӑрчӗ Ромашов. — Вӑт, ҫумӑртан кӗрсе пытанас тетӗп. — Шкула-и? Астӑватӑп — манӑн хамӑн вӑл ҫакӑн пек пулнине урӑх сӑлтавран килтерес килчӗ; ҫакӑн пек хӗршӗн ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӳлӗмре, пур япаласем те стенасем ҫумне хӑравҫӑллӑн лӑпчӑннӑ, кӗтесре, турӑшсем умӗнче, лампадка ытла та ҫуттӑн ҫунса тӑнӑ, унӑн йӗс сӑнчӑрӗн мӗлки пысӑк сӗтел ҫинчи шурӑ скатерть ҫинче ним сӑлтавсӑр шуса пынӑ ҫӗрте, нервнӑй чир ытла тӑ ӑнланмалла пулнӑ. Тӗкне тат сивӗниччен, ыран салма пӗҫерӗн! Кирдяга куннинче те илмен, виҫҫӗмӗш хут сӗнсен вара вӑл палицӑна алла илнӗ. Пӑсӗ чӑн та пурччӗ иккен, мӗншӗн тесен вырӑсла кӑмака анинче пысӑк чейникре ир пуҫласа каҫченех чей вӗретчӗ. Ҫакӑ Петра питӗ ҫиллентерчӗ, вара вӑл килте арӑмне ҫапла каларӗ: — Эсӗ Еленӑна сӑнаса пурӑн, ун тавра леш цыган, Коптев, явӑҫса ҫӳрет. Ҫынна шанма юрать-и? — Тутисемпе чӑмлакаларӗ, йӳҫӗ улма ҫинӗ пек, те тем каларӗ, те ӳсӗрсе илчӗ: «гм, гм» — текелерӗ, уҫӑмлӑ нимех те каламарӗ. Вӑл ӑна качча илме шутлани синчен пӗлтернӗ, Элен унпа килӗшнӗ. Ҫӳлӗ лаша ҫине утланнӑ кашни кавалерист ҫӗр фут ҫӳлӗш колонна пекехчӗ. Анчах та астӑваймастӑп эп сире… ҫук, астӑваймастӑп. Белгород хули пур, Дунай шывӗ ҫинче ларать. Ярославль пек е Чулхула пек. Пӑртак вӑхӑт иртсен, Ахиор та килне килнӗ. Сире пысӑк чыспа ырӑ сунасшӑн! — терӗ вӑл янравлӑ сасӑпа; вара, тутисене пӗрсе, яланхи Макар пулса тӑрса, хуллен, анчах командир пек хушса: — Ман пата! — тесе хучӗ. Вӑл сӗвек ҫыранпа шыв хӗрринелле шуса анать. Кӑвакарсах кайнӑ, тет, вӑл, вара вилнӗ, ҫӑтмахра чӗрӗлессе шансах вилнӗ, тет, имӗш, пӑхма хӑрушӑ пулнӑ, теҫҫӗ, ун ҫине… Гаррис ҫыхнине салтса, лашине ҫавӑтрӗ те, чӗлпӗртен тытса Дик умӗнчен хӑйӑрлӑ ҫырана анчӗ. Кулака класӗпех пӗтермелле, унӑн пурлӑхне колхоза памалла, факт! Ҫывӑрса кайрӗ агитатор!.. Вӑл тата пат-пӗччетех, нимӗнле компанисӗр пурӑнать. — Вӑл тӗрӗс, — терӗ Джо. Ӑна ҫак пушхир, хӑйӗн никам ҫӗнтерейми вӑйӗпе васкамасӑр, хӑрушшӑн пусса лапчӑтнӑ пек, вӑл пӑтранчӑк шарлак шыв ҫине кукленсе анчӗ. Хыҫала юлнӑ икӗ тӑрӑллӑ сӑрт тата сылтӑм енчи Подзорная Труба тӳпи ҫеҫ мана маяк пек ҫул кӑтартса параҫҫӗ, анчах вӗсем те ҫӗрлехи тӗттӗмре ҫухалса каяҫҫӗ. — Айӑпланакан, сирӗн ятӑр мӗнле? — ыйтать председатель. — Манӑн каймалла, Максим Максимыч, — терӗ Печорин кӗскен. Халиччен кунта пулса курман пулсан та пӗлетӗп: Атакама пӗрре те пампа пек мар, чӑн-чӑн пампӑна эсир хӗвеланӑҫри Кордильерпа Анд тӑвӗсен тӗн хысакӗ хушшинче мар, тусен леш енче, материкӑн Атлантика океанӗ таранах сарӑлса выртакан хӗвелтухӑҫ енчи пайӗнче курнӑ пулӑттӑр. Анчах ӑна хӑрушӑ пулса кайрӗ те, вӑл васкаса та хӗрӳллӗн пӑшӑлтатрӗ: — Ҫук! Хуларан пӗр ҫирӗм ҫухрӑма илсе кайсан ҫитӗ, малалла хӑйсем пӗлнӗ пек ӑҫанччӗр. Ромашов ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ. Килхушшинче пурте шӑпланчӗҫ. Мӗнпур япаласем, енчен енне юхӑмлӑн хумханса, чӳхенсе тӑнӑ. Мана вӗлерни — ҫут тӗнчене ҫурмаран ҫурса тӑкниех. — Эп ак ҫакӑн пек чухлатӑп, — терӗ Марко, — ытти ҫӗрте мӗн пулнине пӗлмесӗр пирӗн кунта башибузуксенчен хӳтӗленсе кӑна тӑмалла… — Ах, ш-шуйтан! — тет шӑппӑн ман приказчик ӑмсаннипе тата шутсӑр тӗлӗннипе. Лешӗ усӑк купарчаллӑ, хӑйӗн сайра тӗл пулакан ывӑнма пӗлменлӗхӗпе те шухӑлӑхӗпе чап илнӗ лутра хӑла лашана ҫавӑтса тухрӗ те интересленсе пӑхрӗ: — Инҫе ҫула каяс тетӗр-и? Пӳлӗме сенкер куҫлӑ арҫын кӗчӗ те ҫӗлӗкне хывмасӑрах:— Япалу ӑҫта? — тесе ыйтрӗ. — Яшка, — терӗ те вӑл, Рене-Жан ҫисе пӗтернине тата Гро-Ален ҫисе ларнине курсан, хӑй ҫумӗнче ларакан тирӗке тытса апат ҫиме пуҫларӗ. Анчах Дубровскийӗ ӗнтӗ залӑра пулман. Госпитальти куҫ хупман каҫсенче, аптраса аташнӑ чух, ҫак курнӑҫу ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ. Пытанма ӗлкӗрчӗ-ши? — Вӑл мӗн тет? Хӗре пуҫтарӑр. Ӗнтӗ юратсах пӑрахнӑ ҫав вӑл ӑна, мӗншӗн тесен вӑл тата ытларах шанакан пулчӗ; таҫтан вӑл куҫлӑ кӗмӗл ҫӗрӗ те тупнӑ, ҫӗррине ҫак таврашра кӑна тунӑ… Ҫине кӗске драп пиншак, урисене ҫӳллӗ атӑ тӑхӑннӑ Фома, илемлӗ те яштакскер, мачта ҫумне тайӑнса тӑнӑ, вӑл, чӗтревлӗ аллипе сухалне чӗпӗткелесе, шавлӑ ӗҫ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхнӑ. Хӗр пӳлӗмӗнче шурса кайнӑ, ним хускалми хытса тӑнӑ Марья Кириловнӑна куҫкӗски умӗнче пӗр дама тата хӗрарӑм тарҫӑсем тумлантарнӑ. — Япӑх куратӑн пуль? Йӗр тӑрӑх каяс терӗм, анчах малтан ӑна пӗшкӗнсе лайӑхрах пӑхма шутларӑм. Гвардеецсем ҫула пӳлсех хучӗҫ, тытса чарма шухӑшларӗҫ, анчах вӗсене пулемётсемпе ӑшалантарса сирсе ячӗҫ. — Шӳтлеме ӑста эсӗ, Давыдов, анчах пире те макӑра-макӑра мар, кулӑ-савӑнӑҫпа тунӑ. Унтан турттарса сутмалли кулачпа французски булкӑсем валли чуста ҫӑрма каяттӑм, анчах алӑпа вунпиллӗк-ҫирӗм пӑт чустана ҫӑрасси вӑл — вылямалли япала мар. — Ҫапла ятлӑ пулнӑ Татаринов капитанӑн шхуни. Итле-ха, Викентий, эп тӳрӗ ҫын, теприн асап хакӗпе хам пурнӑҫа тума шутламастӑп. Хӗрт-сурта пытараҫҫӗ-ши, Юмӑҫ туйне тӑваҫҫӗ-ши? Анчах пач та палламан ҫын аллине лексен, унӑн пӗчӗк аллисем ерипентерех хускалатчӗҫ: ача ют пите тимлӗн те асӑрханса хыпашлатчӗ, унӑн сӑн-питӗнче яланхи пек мар тимлӗх палӑратчӗ; ҫак ҫынна вӑл хӑйӗн пӗчӗк пӳрне вӗҫӗсемпе «пӑхса» паллама тӑрӑшать, тейӗн. — Нимӗн хытӑ чӗреллӗ те мар, — ӗнентерме тӑрӑшрӗ хӗрарӑм. Вӑл пынӑ хыҫҫӑн пирӗн пӗтӗмпех улшӑнчӗ. Ҫав «ӗлӗкхи ятлӑ ҫынсене», уйрӑмах пупсене, ӗненме юрать-и вара? «Нас побить, побить хотели, нас побить пыталися…» — «А мы тоже не сидели, того дожидалися», — каласа пӗтерчӗ Давыдов. Ҫӑлӑнма май пулсан, мӗншӗн хӑвна хӑрушлӑх умне тӑратмалла-ха?» Хӳшӗре те пур те шӑп пулнӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫеҫ Гальвей ҫынни мустанг тирӗ ҫинче шӑвӑнкаласа выртни илтӗннӗ, — вӑл ӗнтӗ кабриэсто хӳтӗлессине ӗненме пӑрахнӑ. Полюссенче пӑр урӑх ирӗлмест ӗнтӗ. У, вӗчӗх чун, ирсӗр карчӑк! — Юрӗ! — терӗ те Азамат, аула вӗҫтерчӗ. Сӑнсӑр пит ҫӑмартисем путса анчӗҫ, куҫӗсем тата пысӑкланчӗҫ, тути ҫунать. Икӗ салтак тӗрме килкарти урлӑ комендант ҫуртне илсе кайрӗҫ; малти пӳлӗме кӗрсен, хӑйсем чарӑнса тӑрса, мана пӗчченех шалалла кӗртсе ячӗҫ. Хорунжий шурса кайнӑ тата арпашнӑ. Ҫамрӑк хӗр кӑшкӑрса ячӗ, ашшӗ патне чупса пырса, унӑн кӗлетки ҫине ӳкрӗ. Хӑй ӗсӗклесех йӗрет. — Вӗлерчӗ вӑл ӑна, вӗлерчӗ! — тесе кӑшкӑрать. Хуть хам ҫинчен аса илтерем тесе, эпӗ пукан ҫине ҫаврӑнса лартӑм. Анчах ҫамрӑк ҫырӑ кӳҫӗсенче унӑн хаваслӑ тӑрӑхлу хӗмленет. Атте сана хӗнетчӗ, — вӑл хӑйӗн хуйхине — хӑйӗн пурнӑҫри хуйхине сана хӗнесе сирсе яма тӑрӑшнине ӑнланатӑп эпӗ халь, хуйхӑ пусса тӑнӑ ӑна, анчах вӑл ҫав хуйхӑ ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланман. — Тархасшӑн, пӑртак хыттӑнрах калӑр. Мӗн тунӑ эс пурнӑҫшӑн? Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗ хыпарсем киввисемех. Вулкан кратерӗнчен эпир вӗри кӗлле, шӑраннӑ чулсемпе пӗрле сирпӗнсе тухас пулсан, ҫак япала вара ман кӑмӑлӑма пӗрре те каймасть. — Мишкӑна астуса тӑр: татӑксене ҫанӑсем ӑшнелле ан ятӑр! Вӑл вӗсене хирӗҫ хӑйӗн ҫарӗн тӗп вӑйне те яма чӑрсӑрланман пулӗччӗ: мӗншӗн тесен унӑн кӑнтӑра сыхламалла пулнӑ. Ку вӑл унӑн чӑн-чӑн пысӑк хуйхи, ун ҫине пӑхма шел. Фиорд стени те, ҫурма утравӑн мӗнпур ҫыранӗ те тӑршшӗпех вӑтӑр фут тӳп-тӳрӗ юпасем лартса тухнӑ пек курӑнса тӑраҫҫӗ. — Итле-ха, Плутон, — тенӗ Зеб, пӗр виҫ-тӑватӑ минута шухӑшласа тӑрсан, — ман ватӑ кӗсре тата пӑртак кукуруза ҫисен, чӑнах та лайӑхрах пулать пулӗ. Вӑл укҫана хаваслансах панӑ, каялла тавӑрмалли вӑхӑт илекенсемшӗн усӑллӑ пек туйӑннӑ. Анчах арифметикӑна хӑйне евӗрлӗ шутланипе вӑл укҫан процентне ҫав тери ӳстерсе янӑ. — Ма-ши… мӗн-ма-ши вӑл ҫапла? — аран илтӗнмелле ыйтрӗ хӗрарӑм. Гешана вӑраха хӑвармалла мар ӗҫсене тума хушса, Говэн башньӑран инҫех мар вӑрман хӗрринчи ҫаран ҫинче ларакан палаткине кӗчӗ те капюшонлӑ плащне пӗркенчӗ. Тен, сулӑ сӑмсах пек тухса тӑракан чул туран ҫакланса пӗр вӑхӑтлӑха вулкан шӗвекне ҫӳлелле хӑпарма чарса хучӗ-и? Эпир иккӗмӗш хута хӑпартӑмӑр, клеёнкӑ пустарнӑ алӑк умӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр. — Эпӗ халь те хӑратӑп, — пӗлтерчӗ ҫамрӑк. — Унти шывсенче, тен, эпир мӗнле те пулин карапа тӗл пулӑпӑр, ӑна ку таранччен тӗл пулманнинчен пит те тӗлӗнетӗп эпӗ… Манӑн кӑкӑр ҫӑмлӑ, ку мӗне пӗлтерет терӗм: эпӗ пӗрре пуян пулса курнӑ, кайран тепре пуятӑп тесеччӗ тата; эпӗ каланӑ пекех пулса тухрӗ! Ҫапла! Вӑл хӑйӗн ҫамрӑк арӑмне, Геновева графиньӑна, йывӑр хуйхӑртса хӑварать. Ыттисем тӳрем кӗтесӗсене ана-ана лараҫҫӗ, вӗсенчен кӗмӗл тумлӑ салтаксем тухаҫҫӗ. Пӑван пуҫне унӑн алли ҫине хучӗ те:— Йывӑр-ҫке санӑн асапна тӳсме, турӑҫӑм! — терӗ. «Каламастӑп сире, юнӗҫенсем, комсомолтан та тухмастӑп!» — тесе ҫирӗппӗн хуравлать ҫав комсомолец. — Вӑл тимӗр! Колхоз правленине кайма тивет, унта ҫырӑр… Гек хӑй те пуян ҫын, — терӗ. Ҫапла шухӑшланӑшӑн ҫылӑх пулмасть-ши? — Ӑсатса яма та пулин ҫын тупӑнмӗ-ши? Пире валли лаша кӳлме калӑр, анчах хӑвӑртрах кӳлччӗр. «Анчах поэзине пӑрахӑҫлама?» шухӑшларӗ вӑл каллех: «илемлӗхе, ҫутҫанталӑка килӗштермесӗр тӑма»… Ухтаркаласа ҫӳрерӗҫ-ҫӳрерӗҫ те хӑйсемех тухса кайрӗҫ. Ольга ӑнланас ҫуках. — Вӑл тӗрӗс — ӗлкӗрес ҫук, — килӗшрӗ вӑл манпала, унтан, пӑртак чӗнмесӗр тӑрсан, асӑрхансарах каларӗ: — Эпӗ куратӑп та ӗнтӗ, анчах хистесе тӑма намӑс пек — пурте хамӑр ҫынсем-ҫке, хампа пӗр ятлисем. Нимӗн те калаймӑн, чӑн-чӑн Адам — йӑлт тӑм кӳмеркки. Каҫхи апат хыҫҫӑн Марийка Андрее аяккалла чӗнсе илчӗ те малти пӳрт алӑкӗ ҫине кӑтартса ыйтрӗ: — Мӗн тума ертсе килтӗн эсӗ ҫавна? Эх, эсир епле пурӑннине патша пӗлес пулсан… Рене-Жанӑн ҫӳҫӗ хура, Гро-Аленӑн — хӑмӑр, каштан тӗслӗ, Жоржеттӑн — сарӑ. Ачасен ҫӳҫӗ ҫитӗннӗҫемӗн хуралса пырать. Сивчир силленӗ хыҫҫӑн ача ҫав тери шуранка сӑнлӑ, ун ҫине пӑхма та шел. — Вӑл ҫӗҫҫе ҫухатни тен эрне те ытла пулӗ. Хаҫатра Гаррис ячӗ курӑнчӗ, вӑл американецсемпе акӑлчансене ниҫта та йӗркеллӗн хирӗҫ тӑманни ҫинчен ҫырать. Сакӑрвун виҫӗ пӑт таяҫҫӗ. Вӑл ӗнтӗ ӳт-пӗвӗ ыратнине чӑтӑмлӑн тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ. Вӑл хӑйне тума май ҫук ӗҫсене те тума пултарнӑ. Анчах ҫакӑн пек ирӗксӗр ӗҫсӗр лармалла пулнӑшӑн кӳренессине, тунсӑхланине пӗтерме вӑй-хал ҫитереймен, ҫавӑнпа та тепӗр чухне эрни-эрнипе никампа калаҫмасӑр, ҫиллеслӗн ҫӳрерӗ. Хам пултарнӑ таран ҫав ӗҫе тӑватӑп та ӗнтӗ. — Ҫапла ӗнтӗ! — терӗ вӑл, тытӑннӑ калаҫӑва малалла тӑснӑ пек. Вут сӳнчӗ. «Ак ку мӗн вара сирӗн, хаклӑран та хаклӑ Солоха! — терӗ вӑл халичченхи пекех, каллех Солоха патнелле ҫывхарса. Вӑл хуллен ҫеҫ Солохӑна мӑйӗнчен тытса пӑхрӗ те, паҫӑрхи пекех, кӑшт каялла чакса тӑчӗ. Анчах унӑн сасси ян кайса улшӑннӑ пулмалла. — А эс ҫынсене час-часах пухатӑн-и? — ыйтрӗ Воропаев алӑкран тухсан. Шалый Давыдов ҫумнех куҫса ларчӗ те хӑмла аври хушшине чӑлханса ларнӑ сӑпса пек сӗрлеме пуҫларӗ: — Хопровпа арӑмне вӗлерчӗҫ-и? — Шӑлне ҫисе пӗтернӗ пулсан, апла — ватӑ кӗсре пулӗ-ха? — ытахальтен тенӗ пек ыйтрӗ Давыдов. Тепӗр сыпӑк Зеб ҫав интереслӗ документа пӑхнӑ чухне, ун питӗнче тӗлӗнни мар, кӑмӑлӗ ҫитни ытларах палӑрса кайнӑ. Ман пирки элек ан пултӑр тесе Ихошка пӑхса тӑрать. — Мӗнле? Эсӗ, эсӗ, Базаров, ҫав ансӑр мораль хыҫҫӑн каятӑн-и, ҫав… — Эккей тӗлӗнтермӗш! — тирпейсӗррӗн пӳлсе хучӗ Базаров. Вӑл мана каҫ-каҫ ҫӳреме хушмасть пулин те, эпӗ ҫапах та хӑш чух пахчасем витӗр Атӑл хӗррине тухатӑп та, унта йӑмрасем айне ларса каҫхи шӗвек тӗттӗм витӗр аялалла, тепӗр еннелле, ҫарансем ҫинелле пӑхатӑп. Ҫак тӗнӗн ҫуттийӗ — ҫӗрнин фосфорла ҫуттийӗ пулать. Окунева хӑйсен хушшине туртса кӗчӗҫ те вӗҫӗмсӗр ыйтусем пара пуҫларӗҫ. — Шухӑшлатӑп. Эсир кӗтетӗр. — Его превосходительствине вунӑ талер парӑр — анчах ложа манра пултӑр! — Япӑх ҫитереҫҫӗ иккен сана хӑвӑн хуҫусем! — тенӗ палламан ҫын Каштанка татӑксене ҫав тери ӗмӗтсӗрленсе ҫӑтнине пӑхса. Эпӗ ямшӑк лашисемпе ҫав хулана ытла каҫа юлса ҫитрӗм. — Пӗтрӗ-ҫке Болгари, куҫ умӗнче пӗтет! — терӗ вӑл, пушарсем енне йӗрсе ярас пек пӑхса. Пирӗн пурӑнӑҫа вӑрӑмлатӑр. Юн таппи унӑн виҫеллӗ, нервӑсем питӗ лайӑх пулнӑ. Тав тӑватпӑр эпир… Мӗнле пулсан та пӗр европеец индеецсен аллине ҫакланнӑ, патагонец каланисенчен ку аванах курӑнса тӑрать. Анчах Том Сойер мана эсӗ тӑмпай тесе хучӗ. Эпӗ ҫӗршер пин хресчене кӑваккисен пулисемпе тупписен тӗлне кӑларса тӑратасшӑн мар. Пуҫӗ те, урисем те шыҫса кайнӑ унӑн. Мексиканецсен хӗрарӑмӗсем пирӗнтен, амераканкӑсенчен, нумай хитре тенине илтнӗччӗ эпӗ. Унтан, каялла ӳкесрен сыхланса, вӑл малалла пӗшкӗнсе урисене шутарма тытӑнчӗ, анчах ҫав самантрах сӑмси ҫине ӳкрӗ. Ӗҫлекенсем унта мӗнпурӗ вунтӑваттӑн. Ман шутпа, ҫапла туни ӑна вӗлернинчен чылай лайӑхрах. Ҫынсем малтанах вӑл ҫӗнтерес ҫукки ҫинчен шутлани те уншӑн нимӗне те пӗлтермен. Малта асӑнсаттӑм-ха эпӗ, Ҫурҫӗре килсен пирвайхи кунсенчех эпӗ Катя валли ҫырусем ҫырса тӑраттӑмччӗ тесе. Арӑм епле ултавлӑ лӑпкӑлӑхпа ларнине те куртӑм эпӗ, анчах чӑннипе вӑл лӑпкӑ марччӗ, хӑйӗн пултарулӑхӗ ҫитеймесрен шикленетчӗ. Анчах, тепӗр енчен, виноградниксене тепӗр хут сортласа тухма та вӑхӑт. Анчах шӑпах эпӗ урасене сарса сиксе илме хатӗрленнӗ вӑхӑтра князь хӗре тӑмпайла тӗлӗнсе ман урасем ҫине пӑхрӗ. Ерофей Кузьмич сӗтел умӗнче тӳрленсе тӑчӗ. Манӑн юн вӗресе кайрӗ. Катӑргӑра чух ӑҫта пурӑннине пӗлместӗп, пурӑнма куҫарасса вара таҫта питӗ инҫете, Баренцово тинӗсӗ патне, куҫарнӑ. Анчах, эпӗ мӗнле шыравсем туса ҫӳренипе эсир пӗлетӗр, ҫавӑнпа та эсир мана пӗр сӑмахпа ҫухалнӑ йӗр ҫине тӑратма пултаратӑр. Ҫавӑ кӑна. — Эсир вара, куратӑп эпӗ, пыл та ҫу! Анна Ступинӑпа пӗрле Поднебескӑсем те, пӗрне-пӗри тем ӑнлантарса, беседка патне пычӗҫ. Ку япала мӗн иккенне пӗлес килнипе ҫӗкленсе кайса, Павка йывӑҫ вулли тӑрӑх Лещинский садне ерипен анчӗ. Эпир унпа кирлӗ пек калаҫӑпӑр! — тем тума хатӗр пулнӑн каларӗ Давыдов. Вӑхӑт ҫывхарса килсен, капитан трубана илсе тӳпенелле пӑхать. «Клеймор» матросӗсем хӑйсен пассажирне ҫийӗнчех «мужик» тесе ят пачӗҫ. Анчах ун ҫинчен нимӗнех пӗлеймерӗҫ пулин те, ҫак палламан ҫын мӗнле мужик иккенне, хӑйсен япаласем турттаракан карап мӗнле карап пулнине ӑнланнӑ пекех, лайӑх ӑнланчӗҫ. Бекки унӑн хӑлхи патне каллех пӗшкӗнчӗ те, вӑл сывланипе Томӑн кӑтрарах ҫӳҫӗ вӗл-вӗл туса илчӗ, вара Бекки шӑппӑн:— Эпӗ… сире… юрататӑп! — терӗ. Эпӗ те: пирӗн тӗн — суя, тесе шутлатӑп. Ку кӑна та мар-ха: вӗсен ҫав кермене пӗтӗм ҫӗр-шыв тӑрӑх йӑтса ҫӳремелле, санӑн ӑна ӑҫта куҫарттарас килет, ҫавӑнта куҫарттарма пултаратӑн. Ӑнлантӑн-и? Пӗр пӗчӗк чугун ҫул станцийӗнчен иртсен вӑл пӗр йывӑҫ айне курӑк ҫине канма ларчӗ. Яков Лукичӑн алли ҫӑмӑл пулчӗ, Гремячире кашни каҫах выльӑхсем пусма пуҫларӗҫ. — Юрӗ, анчах сӑмах татӑпӑр: ӑна пирӗн патран илсе кайма ан шутлӑр эсир. Аттене кӑшт ҫеҫ астӑватӑп, вӑл аннене хирӗҫлерех пурӑнатчӗ. Пухӑнчӗҫ те мужиксем манпа пӗрле пычӗҫ… Вӑл пӑшалсемшӗн ҫапӑҫнӑ. — Ҫук. Пӑрахут чашкӑрса, кисренсе, конторка патнелле хӑяккӑн пынӑ, унта, конторка ҫинче, тӗслӗхрен тумланнӑ халӑх кӗпӗрленнӗ. Ах, йывӑр-ҫке мана… турӑҫӑм, мӗнле йывӑр! Ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ. Кусем уҫлӑхра вӗҫсе ҫӳрекен пысӑк чулсем кӑна. Кирек мӗнле пулсан та, пиртен пӗр вунӑ километр маларах ҫав сасса кӑларакан пӗр-пӗр чӗрчун пулмалла, мӗншӗн тесен кӗрленӗ сасӑ пит хытӑ илтӗне пуҫларӗ. — Пурте паллӑ, — терӗ Гленарван. Фон-Вышимирский ҫинчен мана темшӗн Николай Антоныч ман айӑпӑм хӑй ҫине ан ӳктӗр, тесе шухӑшласа кӑларнӑ пек туйӑнатчӗ. Унтан ултӑ утӑмра ӑна хирӗҫ тепӗр юпа. Кунта Том черечӗ килсе ҫитрӗ. — Ара, ку чӑнах та ҫын ӳчӗ. Мелник хунар ҫутса ячӗ, Бойчона арман чулӗпе стена хушшинчен ирттерчӗ, унтан, икӗ лар хушшипе хӗсӗнкелесе, эрешмен карти каркаланӑ пӗчӗк алӑк умне ҫитсе чарӑнчӗ, ҫав алӑка уҫса курманни нумай пулать пулас. — Ҫӗр ӗҫленӗ. Вӑл каҫару ыйтсанах, вӗсем пурте ман пирки ӑшталанма тытӑнчӗҫ, килти пек, туссем хушшинчи пек туйтӑр хӑйне тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗншӗн урӑх ҫын мар, титулярнӑй советник? Нагульнов, килӗшсе, пуҫне сулчӗ, Бойко-Глухов вара, лекци вуланӑ пек, васкамасӑр та лӑпкӑн малалла каласа кайрӗ: — Тимофей Дамасков, тем сӑлтавпа Половцев ушкӑнӗнчен пӑрӑнса кайса, тӑр-пӗччен вӑрӑ-хурах пулса кайнине ҫакӑ та ҫирӗплетсе парать: Дамасковсен сарайӗнче граждан вӑрҫиренпех сыхланса усраннӑ, кайран Давыдов тупнӑ станковӑй пулемета вӑл Половцевпа пӗр майлисене паман. Шульгович сӑнпуҫӗ самант хушшинчех шурса кайрӗ, пӗркеленчӗк питҫӑмартийӗсем турткаланса сикме пуҫларӗҫ, куҫӗсем пачах пушанса та тискерленсе ларчӗҫ. Хырма ӗлкӗреймен сулахай питҫӑмарти ҫинчен супӑнь кӑпӑкне шӑлса пӑрахса, Озеров самантрах полк командирӗн блиндажне пырса ҫитрӗ. Розелли госпожа, е, ӑна час-часах чӗннӗ пек, Леноре фрау, пӗр ыйту парса, Санина шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ: Петербургра иртнӗ ӗмӗрте пӑртан тунӑ чаплӑ ҫурт халӗ те ларать-и-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл. Ҫакна пит лайӑх пӗлетӗп эпӗ! — Эпӗ сире кансӗрлетӗп-им вара? «Ийя, ҫапла вӑт, ҫамрӑк ҫыннӑм!» — тенӗн ман ҫине пӑхакан тепӗр профессор умӗнче каланӑ юлашки сӑмахсем мана йӑлтах намӑслантарса ячӗҫ. — Тата япӑхрах! Калама кӑна ансат: виҫҫӗмӗш кандидат пулса тухрӑн вӗт! Паллах, Сталин патне чӗнтерни ҫинчен каламаллах, ҫак темӑпа Корытовпа калаҫма ӑна питӗ лайӑх мар пулин те, ҫав калаҫуран ниепле те хӑтӑлма май ҫук. Ильяна пурнӑҫран ҫӳпӗ пек шӑлса кӑлартӑр авӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗрле ҫӳреме юрамасть сире, кайма кирлех пулсан, пӗччен каймалла мар. Анчах Озеров капитанпа боец-артиллернстсем ҫапӑҫу хирне асӑрхамаҫҫӗ. — Хӑй тунӑ тискер ӗҫе канлӗн пӑхса савӑнса тӑма килнӗ вӑл… кунта ҫынсем пулассине шутламан та вӑл. Тул ҫутӑлнӑ чух фабрика гудокӗ ӳхӗрет, ывӑлӗпе Андрей васкаса чей ӗҫеҫҫӗ, ҫырткалаҫҫӗ те, амӑшне вуншар тӗрлӗ ӗҫ хушса хӑварса, тухса каяҫҫӗ. Сан хӑшне ӗҫес кӑмӑл пур? — Ваше благородие! Тӳрех Кистентин патнелле тытатӑр-и, — тет сире ватӑ матрос, каялла ҫавӑрӑнса пӑхса, эсир кимме хӑш еннелле тытнине пӗлес шухӑшпа. Баймакова, малтанхи пекех, хуллен, кӑштах ӳркенерех урӑх шухӑшсем калаҫма чӑрмантарнӑ пек, Ольга Орловӑн амӑшӗ, помещица, ҫӑмӑл шухӑшлӑ путсӗр хӗрарӑм пулни ҫинчен, вӑл, хӑйӗн упӑшки пур ҫӗртех, Орловпа ҫыхланса кайса, унпа пилӗк ҫул хушши пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. — Мӗн калаҫатӑн эсӗ, Христина? Пассажирсем кӗпӗрленсе тухсан, каҫӑрӑлчӑк картлашкаллӑ, урана шутаракан йӗпе трап тӑрӑх Горева утса анчӗ. Старшинасем строя тӑма чупса кайрӗҫ. Хӑш-пӗр чухне штурвал умӗнче ирттерекен каҫсенче Дик Сэнд хӑй халтан кайнине, ҫав тери вӑйсӑрланнине туйрӗ. Вӗсен вырӑнӗнче тӗрлӗ ҫумкурӑксем, тӑхӑршар футлӑ талпиҫенсем ӳсеҫҫӗ; талпиҫенсем ытла йышлӑ, вӗсем ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи мӗнпур ашаксене тӑрантарма та пултарӗҫ. Алексей Мересьевпа чапа тухнӑ «Рихтгофен» эскадринчи палламан асс (лётчик) пӗр-пӗрине тӳррӗн, «ҫамкаран» атакӑламалла вӑркӑнса пычӗҫ. Ҫакнашкал кӗске самантлӑ канӑҫа ҫут-ҫанталӑк юриех парать тейӗн; вӑл вӑхӑтра ҫамрӑк организм ҫӗнӗ тӑвӑла кӗтсе илме хатӗрленсе лӑпланать. Мӗн тума кирлӗ сана шалу! Джонни ӑна та чӑн-чӑн кофе тесе шутлать, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та унтан лайӑххине ӗҫсе курман! Вӑхӑт! — Васька, хушса пар ӑна татах! — тесе кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ пур енчен те. — Чӑнах вӗлернӗ! — терӗҫ вӗсем малалла. Анчах ывӑлӗн сӑнӗ ҫапла улшӑннине пӗр вӑл ҫеҫ асӑрхарӗ. — Яков Лукич чӗркуҫленсе ларчӗ. Челкаш, вырӑнӗсене улӑштарнӑ чухне, ӑна куҫӗнчен пӑхса, вӑл чӗтрекен урисем ҫинче тайкаланнине асӑрхарӗ те йӗкӗте тата ытларах хӗрхенсе кайрӗ. — Ҫук, эпӗ апла шутламастӑп. «Фон Полозова г-жа» валли илнӗ ложа хыҫӗнче (кам пӗлет, епле илме пултарнӑ-ха кельнер ӑна — чӑннипе, штадт-директора сутӑн илмен вӗт-ха вӑл) — ҫак ложа хыҫӗнче дивансем лартса тухнӑ пӗчӗк пӳлӗм пулнӑ; Марья Николаевна хӑй унта кӗриччен Санина театра ложӑран уйӑрса тӑракан ширмӑна ҫӗклеме хушрӗ. Алексей ҫине карчӑк нумайччен тӗлӗнсе, шанмасӑр пӑхса тӑчӗ, вал кам пулнине, кам патне килнине тата хушаматне ыйтса пӗлчӗ. Вуннӑмӗш е вунпӗрмӗш хут хам аллӑмпа вӗҫнӗ чухне кӑна эпӗ, ҫӗре географи картти пекех йӗрлесе пӗтернине, эпир ҫав тери тӗрӗс геометри тӗнчинче пурӑннине куртӑм. Гвоздев хӑйӗн экипажне окруженирен хӑйпе пӗрле тухнӑ ҫынсенчен пухнӑ пулнӑ, — халӗ Гвоздев хӑй те, экипажӗ те бак е боеприпассем сиксе кайнине кӗҫ-вӗҫ пӗтессине пӗлнӗ. Вӗсем чыхӑннӑ, хӗрсе ҫитнӗ броня вӗсене тӳсме ҫук пӗҫертнӗ, вӗсен тумтирӗсем ҫунма тытӑннӑ, анчах вӗсем ҫаплах ҫапӑҫнӑ. — Эсир ан пӑшӑрханӑр, пичче, эпӗ вӑрах тӑмӑп, — терӗм. Мӗн тӑвӑр-ха эсир Мускавра? Иван Яковлевич никамран именсе тӑман ҫын пулнӑ. Пӳрт ҫине пурпӗрех тепӗр хут витмелле пулать. Ҫав йӗркӗн авантюристсем кунта нумай хуласен никӗсне хурса хӑварнӑ. — Эпӗ ӑна Лондонра пурӑнать пуль тесе. Малтанхи кун тӑнӑ пекех, вӑл азотейӑран ҫул ҫине пӑхса тӑнӑ. Городцов, ним тума аптраса, ура ҫине тӑчӗ, айӑпа кӗнӗ пек кулса илчӗ. Толстовец Евангелин чаплӑ чӑнлӑхӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех ҫирӗппӗн тытӑнса тӑрасси ҫинчен нумайччен каларӗ; сасси унӑн янравсӑрччӗ, пуплевӗсем кӗске, анчах та сӑмахӗсем хыттӑн илтӗнеҫҫӗ, вӗсенче чӑнласа ӗненнин вӑйӗ сисӗнет, сӑмахӗсене каланӑ чух вӑл ҫӑмлӑ сулахай аллипе ялан пӗр манерлӗн, темскере каснӑ пек сулса тӑрать, ҫав вӑхӑтрах сылтӑм аллине кӗсьере тытать. Пӳлӗме кӗрсен, сӑмавар лартнӑ чухне, мана каласа кӑтартрӗ: — Халь ӗнтӗ — чистиех пӗтсе ларчӗ кукаҫу; мӗнпур укҫине вӑл ӳстермешкӗн хӑйӗн кума ывӑлне Микулана парса таратчӗ, расписка тавраш унтан илмен пулмалла, — пӗлместӗп, вӗсен унта тем пулнӑ, анчах — ҫаралса юлчӗ ҫав, пӑчланчӗ укҫи. Кама кӑшкӑраҫҫӗ вӗсем тата ҫак тӳремлӗхре, кам итлет вӗсене, ӑна пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, анчах вӗсем питӗ тунсӑхлӑн-хуйхӑллӑн, ӳпкелешсе кӑшкӑраҫҫӗ… Юлашкинчен пурте шӑпланнӑ. — Акӑ ман престол, — терӗ Мичо бай, туппа утланса ларнӑ май. Ӗнтӗ пире ҫӗмӗрме тытӑнчӗҫ, пулсан, паллах, ку ӗҫ кама та пулин вӗлерсе пӑрахмасӑр иртмест. Сехӗрленсе ӳкнипе тата вӗсене курайманнипе, эпӗ ҫаплах хама ирӗке ямашкӑн тархасларӑм, ҫак хушӑрах хуллен хамӑн кимӗ патнелле чакма пуҫларӑм. Куҫра шиклӗх пулнипе шутлатӑн вара: «Мур пӗлет-и ӑна, ҫав Илья-пророка, тем шутласа кӑларать вӑл унта! Эпӗ нихҫан та ун арӑмӗ пулмастӑп. Ӗнтӗ тӗттӗм те пула пуҫланӑ. — Шӑпах эсир ҫавӑн пек каласса кӗтрӗм, эпӗ, Лука Петрович, эсир авалхи вӑхӑта мухтас ҫук ӗнтӗ. — Акӑ господин нигилист та килет, — терӗ вӑл ҫурма саслӑн. Ҫапла вара, пӗчӗк Джекӑн халӗ икӗ юлташ: Дик Сэндпа Геркулес. Ку вӑл йывӑр мар, кӑмӑлӑр пулсан, карапа кирлӗ ҫулпа тытса пыма эсир хӑвӑртах вӗренӗр. Темтепӗр пулса иртнипе яшӑ ҫав тери хӑраса ӳкнӗччӗ те, вӑл мӗн-мӗн каласа кӑтартнинчен эпӗ нимӗн те ӑнланса илеймерӗм. Кулас килсен — кулатӑп… ухмах эп! Ҫырура ҫапла каланӑччӗ: «Ӑна эпир Петропавловски ҫӑва ҫинче хамӑран ыттисем выртакан ҫӗртех пытартӑмӑр ӑсатма хамӑр кайрӑмӑр тата кӗлӗмҫӗсем пычӗҫ вӗсем ӑна юрататчӗҫ те макӑрчӗҫ. — А? Вӑл урайне выртрӗ, кӑштах йӑшӑлтаткаларӗ те шарлами пулчӗ. Шыв Лозневоя уҫӑлтарчӗ. — Пачах та ҫывӑрас килмест. Унӑн сӑн-питӗнче вӑл ӑсран кайнине палӑртаканни нимӗн те ҫук; ӑсран кайма мар-ха, унӑн чӗрӗ те вичкӗн куҫӗ ман ҫине шӑтарас пек пӑхать, темле магнитла туртӑм хӑвачӗ пур пек туйӑнать мана унӑн куҫӗнче, кашни пӑхмассерен вӑл мӗн те пулин ыйтасшӑн пек туйӑнать. Кӗреҫесем таккама чарӑнчӗҫ. Кроссман нихӑҫан та ҫамрӑк ирландеца кӑмӑлламан. Эсир ӑсран тухман пулӗ, Энрико? Эпӗ лагерь патне кайса пӑхса килетӗп. Мулсенчен пӗри чӑхӑмӑҫлама е чарӑнкалама хӑтланать пулсан, ӑна малалла ярас тесе, пеон пӗтӗм карланкипе кӑшкӑрса ярать. Кӑшкӑрни те пулӑшман чухне пеон ӑна ҫурӑмӗнчен чулпа перет, вара лӑпланнӑ мул малтанхиллех уҫӑлса каять. Ҫӗнӗрен опытсем, сӑнамалли вӗҫевсем тумаллаччӗ… Эпӗ Ардальон аллинчен ярса тытрӑм, вӑл тӗлӗнсе ман ҫине пӑхса илчӗ те:— Эсӗ мӗн? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ сана тавӑрӑп! Пирӗн вӗт пулаҫҫӗ-с унашкалсем те! — Аппарат патӗнче кам унта, ӑҫтан муртан? Вӑл пират пулать. — Вилӗп-и, вилмӗп-и, ку вӑл манӑн ӗҫ. Фок-мачтӑн ванчӗсем ҫине хӑпарса кайса, вӗсем тимлӗн кит хусканӑвӗсене сӑнарӗҫ, чӑтӑмсӑррӑн кӑшкӑрашрӗҫ. — А-а, ырӑ сунатӑп-с! Вӗсен шывӗсем пӑспа хутшӑнса кайса, картлашка евӗрлӗ тайлӑмпа темӗн тӑрӑшшӗ юхса выртаҫҫӗ, юлашкинчен, кӳлле шарлатса кӗреҫҫӗ. Е таҫта тӗнче уҫлӑхӗнчи ҫӑлтӑрсем ҫинчен кӑна-и? Эп астӑвасса ултӑ лашана тӗп турӗ. Шуйханнӑ чӑх-чӗп кӑтиклеме тытӑнчӗ, тӗкӗсене тӑратнӑ чӗпсем картиш тӑрӑх чупкала пуҫларӗҫ. — Пулать вӗт, тен, эсӗ те, ҫавӑнта аманнӑ?.. Вӗҫне ҫитермех юрамасть, мӗн те пулсан тӑвасах пулать». Вӗсем пӗлеҫҫӗ. Стапи ятлӑ фиордӑн базальтлӑ ҫыранӗнчен иртсе, утравӑн авалхи шурлӑхӗсенче ӳснӗ курӑксенчен пулса тӑнӑ торфлӑ, курӑклӑ тӑпра курӑнчӗ. Пурте ӗнтӗ пуҫтарӑнса тӑнине курсан, майор кӑшкӑрса ячӗ. — Айтӑр, тапранса каяр, Морис! — терӗ майор. Унтан ҫавӑнта пулнӑ ҫынсем патнелле пӑхса каларӗ: Ледисемпе джентльменсем! Ури ыратни кӑштах лӑпланма тытӑнчӗ, ҫил таҫти инҫетри тухӑҫран хӑваласа килнӗ пӗлӗт хӗвеле вӑрахлӑха хупласа илчӗ те, тӳремлӗхре тӗмескесем, улӑп тӑприсемпе ҫырмасем ҫийӗпе кӑвак-симӗс ӗмӗлке чупса иртрӗ, сывлама ҫӑмӑлланчӗ, тата малта ӑна, мӗнле пулсан та, лайӑх апат кӗтет… Ҫапла, тӑванӑм, ҫынсем мӗнле вилнине госпитальсенче те, вӑрҫӑ хирӗнче те пайтах куркаланӑ та эпӗ, анчах ку вара йӑлтах ун пек мар, ҫук, йӑлтах урӑхла!.. Эпӗ хамран хам: чӑнах та вӑраннӑ-ши вара ыйхӑран, тӗлӗк курмастӑп-ши, ӳкнӗ ҫӗрте пуҫ мимине амантман-ши, йӗри-тавра курӑнакан япаласем шухӑшӑм аташнипе куҫӑма ҫеҫ ҫапла ахаль курӑнмасть-ши? тесе выртатӑп. Эх, учитель, мӗн чухлӗ куҫҫуль тӑкмарӗ пуль вӑл саншӑн! Зал кӗрлесе кайрӗ: — Эпир те ыйтатпӑр! Хаваслӑх миххи тахҫанах пушаннӑччӗ ӗнтӗ, килсене пурте ывӑнса, кӑмӑлсӑррӑн, анасланисене те пытармасӑрах кайма тухрӗҫ. Куратӑп ӗнтӗ, пурне те тӗресех тӑватпӑр пек. Тӗттӗмрен хӑй ҫине куҫӗсене чарса шиклӗн пӑхакан ҫынсем патнелле ярса пусмассеренех вӑл пысӑкланса пынӑ пек туйӑнса тӑчӗ. Унӑн йывӑр та ҫирӗп пусӑмӗсемпе чикмек чӗтресе тӑчӗ. Хӗм тӑкакан хӗрлӗ ҫӗлен аэродром урлӑ авӑнса вӗҫсе каҫрӗ те, вӑраххӑн сирӗлекен кӑвак тӗслӗ йӗр хӑварса сӳнчӗ. Подпоручикӑн хушамачӗ — Ромашов, пач та Шишкин мар! — Ҫапла, — терӗ Паганель. Кораблев чи малтан сӑмах тухса каларӗ, шкулта комсомол ячейки пуррипе пурсӑмӑра та тав турӗ вӑл, унтан вара эпир начар вӗренетпӗр, иртӗхсе ҫӳреме юрататпӑр тесе темӗнччен пире ӳкӗтлерӗ. Хула ачилле ҫаврӑнӑҫусӑр тата ҫинҫешке Сережка харсӑррӑн калта хыҫҫӑн чупрӗ, ӑна-кӑна курнӑ Таня вара калта тӗлӗнчен ҫаврӑнса пӑхмасӑрах чупса иртрӗ. Эсир пирӗн пата икӗ сехет тӗлне пыратӑр тесе пӗлтерӗп эппин, — терем, карчӑк еннелле ҫаврӑнса. Тинӗс ӗҫне ялан карап ҫинче ӗҫленӗ кокран та сахалтарах пӗлет. Вӑл хӑйӗн ӑсталӑхне пӗлет те, хӑйӗн пӑсӑлса пӗтнӗ урисене шанать. — Ну, кала ӗнтӗ, ан тарӑхтар! — йӑлӑнать Давыдов; халӗ вӑл паҫӑрхи пӗрре те кулӑшла мар калаҫӑва манса кайнӑ та самантлӑха пулакан савӑнӑҫ ытамне кӗрсе ӳкнӗ. Унӑн, санпа иксӗмӗрӗнни пек, кӑмӑла каяканни, илемлӗхӗ ҫук. — Австралинче Бёркпа Стюарт пулнӑ пек, Ҫӗнӗ Зеландин хӑйӗн шыравҫисем пулнӑ-и? Ромашов сасартӑк кулса ячӗ те хӑйӗн йывӑҫла, тӳрккес куллине таҫтан айккинчен илтнӗн туйӑнчӗ ӑна. Мӗнле апла? Тупа туни мӗн чухлӗ пулӑшмарӗ-ши пире! Ҫавӑн хыҫҫӑн Волошин майоршӑн паллӑ пулнӑ вара: ҫапӑҫуран хӑтӑлмалли ҫук, ирхине, Вазуза урлӑ каҫса ҫӳреме тытӑнсанах, нимӗҫсем, паллах ӗнтӗ, оборона рубежӗ патне пырса тухаҫҫӗ. Кӑтартса ярӑр-ха ӑна амӑшӗ патне каймалли ҫулне, — тесе мӗкӗрсе илчӗ. Пӗлес тетӗр пулсан, ҫакӑнта пулас стройкӑсене пуҫараканни пулас килет, кунта ҫав тери пушӑ, лайӑх ҫӗрсене юсаса йӗркене кӗртмен. Парӑмсем ҫук-тӑк, улпутӑн мӗн ӗҫ пур? Пӗр ҫитмӗл ҫулсем пулать-и? Ирхине эпӗ Майкопа, хамӑр пымалли шанчӑклӑ хваттере ҫитрӗм… — О, мадам, cest impossible. — Ҫавӑнпа та паян сире ҫапла калатӑп: эпӗ сирӗн ҫине, сирӗн асапӑрсемпе сирӗн хурлӑхӑрсем, тата сирӗн урӑрсем айӗнче вылякан пӗчӗкҫӗ ачасем ҫине пӑхрӑм. Эпӗ пур енчен те телейлӗ; телей куҫҫулӗ пыра пырса капланать; эпӗ унӑн йӑлкӑшса тӑракан рясин пӗрӗмне чуптуса илтӗм те пуҫа ҫӗклерӗм. Вӑл каҫару ыйтрӗ, манӑн сехет васкать иккен, терӗ. Апат хыҫҫӑн ҫӳлле тусем патне кайса ҫӳрерӗм. Нимех те лайӑххи пулмарӗ. Отлив аллинче Эпӗ шухӑшланӑ пекех, ку челнок ман пысӑккӗш тата йывӑрӗш ҫыншӑн питӗ юрӑхлӑ пулни курӑнчӗ. Сирӗн поезд ҫинче тем тесен те ултҫӗр-ҫичҫӗр ҫын пур. Санпа татах икӗ минут калаҫсан, манра чӗрӗ вырӑн та юлас ҫук. Грант капитана тыткӑна илнӗ индеецсем хӑйсен тыткӑнӗнчи ҫынсене Анд сӑрчӗсен тепӗр енне илсе кайнӑ пуль, тесе шанать. — Тӑватсӑмӑрта. Киле кайма вӑхӑт! Анкарти хапхи патӗнче ӑна Нагульнов хӑваласа ҫитрӗ, ҫӑра ҫӑм пусса илнӗ лапчӑк ӗнсинчен наган аврипе шаклаттарчӗ. Тулашри пурнӑҫран уйрӑлнӑскер, вӑл майпенех вӑхӑта туйми пулса пычӗ. Тепӗр чухне ҫӑра уҫҫи шӑлтӑртатнипе хӑранӑ йӗкехӳресем ун ури патӗнчен чупса иртсен, вӑл сехри хӑпнипе сиксе тӑчӗ. Унӑн чӗри ҫав тери хытӑ тапать, хӑлхисенче темӗскер шавлать, вӑл темиҫе сехет мар, нумай уйӑх хушши ҫутӑ курман тата сасӑ илтмен ҫын пек пулса тӑчӗ. Пурӗпӗр! Пулкалать ун пекки, — Сергачри пӗр качча икӗ ҫул хушшинче телей тупма пултарчӗ, ҫитменнине хӗре илчӗ, кунти хуларискериех илчӗ; килсем тӑрӑх икона ҫӗклесе ҫӳренӗ мӗн, хӗрӗ ӑна ҫавӑнта курнӑ та… Хӑйне расчет парасси ҫинчен илтсен, Тихон Вялов тӗлӗнмерӗ, лӑпкӑн кӑна мӑкӑртатса илчӗ: — Ну, мӗнех вара… — Тӗнчере ҫук тӗлӗнмелле хӗрарӑма эпӗ пурнӑҫра пурӗ те пӗр хут ҫеҫ тӗл пулнӑ. Хӗрпелен… Анчах пӗлетӗр-и, мӗнлерехчӗ-ха Гейнен: «Хӗрарӑмӗ юратӑва тивӗҫлӗ пулнӑ та, арҫынӗ юратнӑ ӑна, анчах арҫынӗ юратӑва тивӗҫсӗр пулнӑ, ку юратман вара ӑна». Эпӗ, хӗрӗм, ҫапла шутлатӑп: ученӑя ӑна, леш суворовеца ҫитӗнтернӗ пекех, ачаранах ҫитӗнтермелле. — Эсир ӑнсӑртран Давыдова шырамастӑр пулӗ вӗт? — Пӑрахӑр кирлӗ мара калаҫма! — терӗ ӑна хыттӑнах Мартини. Мӗн тӑвас-ха манӑн? Тепӗр енчен аван, — тӑсрӗ вӑл малалла, йӳрӗк пичӗн сӑнне кашни татӑк-кӗсӗк предложени каламассерен ылмаштарса пырса. Михӗсем йӑтнӑ тимӗрҫӗ чарӑнса тӑчӗ. Сарлакӑшӗпе Хӗвелтен пысӑкрах кометӑсем те тӗл пулаҫҫӗ. Анчах вӑл ҫав йывӑр туйӑмсене ҫӗнтерчӗ те чӑрсӑррӑн пӑшӑлтатса илчӗ: — Пурпӗрех каҫатӑп! Хӑраса ӳкнӗ Тимур пусӑ патне ҫитсен тин чарӑнса тӑчӗ. — Паллаймастӑн-и? Ман таканламан лашан кашни пусӑмӗ ту хушшисен шӑплӑхне ҫурса илтӗнет; шыв сикки патӗнче эпӗ утӑма шӑвартӑм та, пӗр-икӗ хутчен кӑкӑр тулли кӑнтӑрти каҫ сывлӑшне сывласа илсен, каялла ҫаврӑнтӑм. Вара тепӗр сакӑр кунтан Яков хуларан станци еннелле каякан ҫулпа кайрӗ; вӑл шӑтӑк-путӑклӑ, сарнӑ чулӗсем туха-туха ӳкнӗ, лупашкасенче пылчӑк мӑкӑрӑлса, ҫурӑлкаласа пӗтнӗ шоссе хӗррипе хуллен пынӑ. Ҫитес ӑру та, ун хыҫҫӑнхи тепӗр ӑру та пурнӑҫлаймарӗ тейӗпӗр — вара тӗллеве вӗҫне ҫити пурнӑҫличченех, пророксем калани килсе ҫитичченех, ҫынсем пурте пӗрлӗхлӗ пуличченех пӗр вӗҫсӗр ҫапла тӑсӑлса пырать. Ганс пире чуна уҫса яракан пит аван ҫӑл шывӗ тупса пачӗ. Ав мӗнле сӗрнӗ краскисене, ав мӗнле меслетпе тунӑ ку картинӑсене, мӗнле хытнӑ алӑ пулнӑ ӳкерекенӗн, этем алли мар, тӳрккес автомат тейӗн!.. — Мӗн пулӗ вара Вильпа ытти ачасене? — тесе ыйтрӗ амӑшӗ. — Яков Лукич, ыран ирхине ҫавсене Рак пӗви хыҫӗнчи ҫӗре касса пар. Вӑл ҫиме ыйтать, — терӗ сиввӗнрех. Цветаев хулпуҫҫисене пӗрсе илчӗ те тухса кайрӗ. Хӑнисем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатаҫҫӗ. Исправник чип-чиперех шӑхӑрса тӑрса юлать — француза шыраса тупаймареҫ. Эпӗ Бристоле каятӑп Тинӗсе тухса кайма хатӗрленме, сквайр шутланинчен чылай нумай вӑхӑт иртрӗ. Таврари тусен тӳписенче йывӑр та сивӗ пӗлӗтсем выртаҫҫӗ: сайра хутра кӑна рестораци тавра ларакан тополь тӑррисем ҫилпе шавласа илеҫҫӗ; рестораци чӳречисем патӗнче халӑх тӗпӗртетет. Вӗсем каллех ним те чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Вӑл вара хӑйне хумхантаракан япаласем пур чухне мӗн те пулин урӑххи ҫинчен шутлама та пултарайманни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Ҫав ӳкерчӗк айне вара чӑнлӑха пӑсса румын чӗлхипе «Силистра патӗнчи ҫапӑҫу» тесе ҫырнӑ пулнӑ та, анчах такамӑн ӑслӑ алли ҫав ӳкерчӗк айне пӑлхарла «Силистра патӗнчи хурах пусни!» тесе чӗрсе ҫырнӑ. Халь вӑл ӑна пӳлӗмрех усранӑ, ним ӗҫ ҫукран тата ӑш вӑрканӑран вара час-часах кӗлеткесем туса ларнӑ. Ахаль чухне эпӗ шывра пӗр минут ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараттӑм, халӗ минут ҫурӑ тӑтӑм пулас. Вӑл калани, иртнӗ вӑхӑтсенчен тухса паянхи куна ҫитнӗ пек пулса, шанчӑксем вӑратрӗ, ӗнентерчӗ, — шухӑшпа кӑмӑл енчен хӑйсемпе пӗрешкел тӑванӗсем ҫинчен каласа панине ҫынсем ним чӗнмесӗр итлесе ларчӗҫ. Ватӑ сунарҫӑ ҫӗрӗпе те ун патӗнчен кайман, вӑл ним ҫыхӑнусӑр калаҫса выртнине кашни сӑмахнех итлесе пынӑ. Вӑл хирӗҫ тавӑрса калама васкамарӗ, мӗншӗн тесен сӑмах хускатни тӳрех унӑн планне пырса тивнӗ. Жидсене те эпӗ юратмастӑп, ӑнланса та илейместӗп: мӗн тума кирлӗ-ши турра вак халӑхсем? Вӑл пирӗн пата кашни ир тӑтӑшах кӗлентӗр илме пыратчӗ, пӑхсассӑн — яланхи пекехчӗ. Хӑранӑран тата хисепленӗрен урисемпе лӗштӗрленсе пӳрт пӑхса тӑруҫӑ кӗчӗ те хӑйӗн хыҫҫӑн пыма ыйтать. Вӑл чӑнласах паттӑррӑн савма пултарать, хаклӑ тухтӑрӑм: ун чӗрине эп пӗтӗм тӗнчепе те улӑштарман пулӑттӑм. Анчах кун пек шут тытиччен вӑл Негоро мӗн шутланине пӗлесшӗн пулчӗ. Федор ҫакӑнпа та кӑмӑллӑ пулчӗ, пӗлет вӑл, — Артём хӑйсен ҫынни, мӗн каланине тӑватех. Пӳлӗмре ура сасси илтӗнсе кайрӗ, юлашкинчен ҫын чаршав патне ҫывхарса пычӗ. Астуса ил-ха: эпӗ сана вӗлертӗм пуль, тесе шухӑшлаттӑм вӗт. — Кирлӗ чух — пурте кирлӗ… Пурнӑҫра тем те пулать… Вӑл яланах шухӑшӗсене сирсе яма тӑрӑшнӑ, пӗрмаях тунсӑхланӑ. Амӑшӗ ыйтса пӗлчӗ: Артём жандарм отделенинче ларать иккен. Сӑнран пӑхма вӑл вӑтӑр ҫулсене ҫитнӗскер, сарӑхнӑ питлӗ-куҫлӗ, хыткан этем. — Унпа пӗрле усал турӑ та сунара ҫӳрет, — тенӗ пӗрисем, — ҫавӑнпа вӑл яланах ӑнтарать те. Пирӗншӗн ку та паха. Унта ту хушшине анса каймалли тӑвайкки пур. — Ҫук, мана ун ҫинчен пӗлме тӳр килмен-ха. Кунсӑр пуҫне тата вӑл юратура яланах суккӑртарах пулнӑ, кунта вӑл нумайӑшне чухласа, ӑнланса илеймен, ӑнланса илес пулсан та чылай кайран е хӑш чух тата ӑна каялла пачах тавӑрма май ҫук чухне тин чухласа илнӗ… Вӑкӑрсене кӳлнӗ чух вӑл Варя пит ҫӑмартисем ҫинче сӑрӑ йӑрӑмсем пуррине курчӗ. Кусем вӗсем — паҫӑр хӑй асӑрхаман куҫҫуль юхса аннӑ йӗрсемччӗ. Ачаран мӗн те пулин тӑвас тесен, ӑна хӑратмаллах… ҫапла мар-и, mon cousin? — Паллах, вӗҫетӗп, — тавӑрчӗ вӑл. «Халӑх тухса каять иккен», — ӑнланса илчӗ Андрей. Эпӗ Кузнецкий моста ҫитетӗп те унта юсама паратӑп. — Юрать. — Ҫапла эпӗ Бен Ганн, — терӗ пират пулнӑ ҫын, Сильвер умӗнче ҫӗлен пулӑ пек авкаланса. Кам ӑсатса ячӗ ҫана? Ҫак тӑван та ҫывӑх поэзиллӗ музыкӑна пурте тилмӗрсе итлерӗҫ. Эпӗ ҫакна пӑртак сӑмахсемпе, пӑртак паллӑсемпе ӑнлантарса патӑм. Мӗншӗн чӗрне вӗҫҫӗн, мӗншӗн вӑл шухӑша кайнӑ пек туйӑнать-ха? — Нимӗн те калаймӑн, — хавасланчӗ Халл капитан. — Аван ача! Ахальтен мар пурте юратаҫҫӗ ӑна. Вӑл ҫирӗп тӑрать, ун сасси урнӑ пек те мӑшкӑласа кулнӑ пек янрать. Ман хуйха пула ун тимӗрпе тыттарнӑ хура арчинче кӗнекесем нумай, унта: «Омир вӗрентсе каланисем», «Артиллери меморийӗсем», «Седенгали лордӑн ҫырӑвӗсем», «Усал кӑпшанкӑ, хӑнтӑла ҫинчен тата ӑна епле пӗтересси ҫинчен, унпа пӗрле пыракансене хирӗҫ ӑс парса ҫырнӑ кӗнеке»; пуҫламӑшсӑр, тата вӗҫсӗр кӗнекесем те пурччӗ. Хальхинче акӑ вӗсене — ӑна та Катьӑна — юнашар курсан, мана кулӑшла пек те туйӑнчӗ: Катьӑпа ӑна танлаштарсан, Ромашка ытла мӗскӗнӗн те чӑкӑлтӑшла ҫын пек курӑнчӗ. Эпир санпа иксӗмӗр вӗсенчен сахалрах ӗҫлетпӗр, ҫавӑнпа та вӗсене васкатма именмелле пек туйӑнать… Нӳрлӗ ҫулҫӑсем карӑ ҫийӗн мӗлкеленсе йӑпшӑнаҫҫӗ. — Сигар туртас килет-и? — кӑшкӑрчӗ каллех Базаров. Эсӗ ӑна пӗлетӗн пулӗ, тен. Мана ҫавӑн пекле туйӑнать, анчах вӑл кирлех мар. — «Нихҫан та» — ку питӗ хӑрушӑ сӑмах, эп пӗлетӗп ӑна, — тесе, вӑл тарӑнӑн сывларӗ те ман ҫине сӑвап хучӗ. — Манпа ҫавӑн пек чӗлхепе калаҫма хӑяканакер? Хапха умне ҫитеспе вӑл хуллентерех утса, ҫаплах нимӗн те ӑнланман, вилнӗ ҫын куҫӗ пекех хускалман куҫпа каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Кунтан япӑхтарса янӑ пысӑк сад курӑнать. Килхуҫисенчен нумайӑшӗ Ромаҫ ҫине ырӑрах кӑмӑлпа пӑхма пуҫларӗҫ, лавкаран тавар илекенсем палӑрмаллах хутшӑнчӗҫ, «ниме юрӑхсӑр» мужиксем те — Баринов, Мигун — вӗсем те Хохолӑн ӗҫне мӗнпе пулӑшма май килнӗ, ҫапла пулӑшма тӑрӑшрӗҫ. Кӗреке хушшинче взятка пирки сӑмах пуҫласа ячӗҫ… Таврашӗпех чурӑс халӑх, кунсерен кунта хӑрушлӑх пур, тӗлӗнмелле ӗҫсем те пулса иртеҫҫӗ, ирӗксӗрех вара: пирӗн ҫавсем ҫинчен ытла сахал ҫыраҫҫӗ, тесе шеллетӗн. Экспедици ҫӳренин наукӑллӑ историйӗ ҫине куҫмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, вара эпӗ Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тунӑ ӗҫсем халиччен те хӑйсен уссине ҫухатман-ха тесе калама тытӑнтӑм. «Вы есте свет мира: не может град укрытися верху горы стоя»… Пӗррехинче эпир ун пирки яра-куна вӑрҫрӑмӑр, вӑл мана хӑй сӑрлама-ӳкерме пачах юратманнине ӗнентерме тӑрӑшрӗ. Кирила Петрович ҫав хутсене пӗтемпех пӑхса тухрӗ те, пер япалапа — французӗ ҫамрӑккипе кӑна кӑмӑлсӑртарах пулчӗ. Ҫапла ӑнланатӑп эпӗ. Пичӗ пӗрӗмӗсем янахӗнчен иртсе сталактитсем пек усӑннӑ. — Калатӑп-ҫке сире, манӑн нимӗнле укҫа та ҫук! — Ну, ну, ан хӑра! — Кам? — Э, куртӑн-и акӑ! — ытарлӑн ывӑтрӗ пуҫне генерал, Вӑл хӑй салтаксене пӗлнӗлӗхӗпе яланах мӑнаҫланнӑ. Иккӗленнипе аптранӑ, ҫӗре ҫывӑрмасӑр ирттернипе ывӑннӑ, сыхласа ларни ним усӑ та парас ҫуккине ӗненсех ҫитме пуҫланӑ Разметнов кил картине йӑпшӑнса кӗчӗ те пӳрт алӑкӗ умӗнче ҫенӗкрен тухакан амӑшне тӗл пулчӗ. — Тӗлӗнмелле ҫын эсӗ! — терӗ ҫӗнӗрен хӑрама пуҫланӑ Гаврила. Манӑн пуҫри шухӑша никам та сисеймере», — терӗ. Ҫамрӑк хуҫине курсан, амбар умӗнче выртакан хура йытӑ тӑчӗ те, ҫурӑмне кукӑртса, шӑлӗсене шат тутарса, карӑнкаласа илчӗ. Вӗсене вӑл, его императорски величествӑна тӗнӗпе те чӑнлӑхӗпе те хесмет туса, 1916 ҫулти хӗлле Буг урлӑ ишсе каҫнӑ чухне шӑнтса пӑснӑ. Ванюша, тар пар! — терӗ Оленин. — Ҫак паллӑ тӑрӑх ҫапла шутларӑм та ӗнтӗ, — тенӗ татах разведчик, — икӗ юланучӗ те, вӗсем кирек камсем пулсан та, пӗр-пӗриншӗн тӑшман пулма пултарайман. — Эпӗ те» — сас хушрӗ Павел. «Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ ҫутӑ кунта! — терӗ тимӗрҫӗ хӑй ӑшӗнче. — Вӑтанать, тусӑм, вӑтанать, — терӗ ун хыҫӗнчен Белецкий, — сиртен вӑтанать, – унтан, хавассӑн кулкаласа, крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ. Пӑван вырӑнтан сиксе тӑчӗ те алӑка уҫса ячӗ. — Ку вӑйӑ правилисенчен пӗри пулать. Хӗрарӑмсем аяккалла тарса пӗтсен те вырӑнтан хускалмарӗ вӑл. Эпир, тӑванӑм, ӗҫлӗпӗр-ха. — Эпӗ ӑна хирӗҫ мар, — терӗ лӑпкӑн боцман пулнӑ ҫын. Ҫӑвара хыпнӑ ҫӑкӑр татки те пыра ларнӑ. Чеслов капитанӑн эскадрильи тепӗр хут ҫӗре ларнӑ хыҫҫӑн, машинӑсем вӑрманалла кӗрсе бензин илме тытӑнсан, Мересьев кабинӑра ҫемҫен кулса, кӑштах ывӑннине туйса, пӗлӗтелле тӳсӗмсӗр пӑхкаласа, баксене бензин тултаракансене васкаткаласа ларчӗ. Оленин каланисене вӑл шанман пек тата пуласси ҫинчен шутламан пек туйӑнчӗ. — Намӑс. — Черньӑна? — сиксе тӑчӗ Васятка. Эпир вӗсем урлӑ сан валли мӗн те пулин парса ярса тӑрӑпӑр. — Тата вӗлерме, — хушса хучӗ Иманус. Португал ӑна, Дик Сэнда, тавӑрасшӑн пулнине те ӑнланмалла, анчах та ҫамрӑк капитан хӑйне унпа вӑл мӗне тивӗҫлӗ ҫапла тыткаланӑ. Мӗн тума кирлӗ пире ҫак пӳрт? мӗн тумалла ҫаксемпе пуринпе те? мӗн тума кирлӗ ҫак тӑм чӳлмексем?» Малевский кулса ячӗ те ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗ. Эпир, акӑ, тӗслӗхрен, «пролетариат» тетпӗр, вӗсен чӗлхипе те ҫаплах вӑл, сӑмах вӗҫе вара урӑхла, «революци» тата «коммунизм» сӑмахсен те ҫавӑн пекех, вӗҫӗсем кӑна урӑхла. Вӑл хӑй вырӑнӗнчех хускалмасӑр тӑратчӗ-ха, кӗрӗс-мерӗсскер, сухаллӑ, икӗ кӗрӗклӗ, туянакансем унӑн кӗрӗк аркине ҫавӑркаласа пахатчӗҫ, ҫухине пӑхатчӗҫ, хӑй вӑл вӗсем ҫине пӑхмасӑрах салхуллӑн кӗрӗк хакне пӗлтеретчӗ. Унтан пӗр ҫеккунт пек шутларӗ, паянхи куна пӗтӗмпех аса илчӗ те: — О, ҫапла, паян мана ҫав тери лайӑх, ҫав тери лайӑх! — терӗ тепӗр хут хӗрӳллӗн. — Сире никам та тытса чармӗ. Эпир сан валли тумтир, паспорт тата ыттисене те хатӗрлӗпӗр. — Астӑватӑр-и, эсир юрлаттӑрччӗ: — Кӗлмӗҫӗ тӑлине типӗтме ҫакнӑ,Тепӗр кӗлмӗҫи тӑлине вӑрланӑ… Горева ӑна ответлемерӗ. Герцог, урайне сӗрсе тасатнӑ, чухнехи пек утӑмсемпе хуллен таҫта кайса ҫухалчӗ. Анчах халӗ, пӗчӗк хулан мещенлӗ пурӑнӑҫӗнчен ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн, ку улах ӑна темӗнле киревсӗр те кулӑшла туйӑнса кайрӗ. Ҫак сӑмахсем хыҫӗнчен тӗлӗнмелле шӑв-шав пуҫланса кайрӗ. — Туршӑн та, сире эпӗ тӗрӗс калатӑп. Ҫак сӑпӑ та йӑваш Иван Иванович, пӗр ыйткалаканпа та сӑмах хушмасӑр иртмен ҫын, урнӑ пек тухса вирхӗнчӗ. — Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, — терӗ священник чӗркуҫленсе, вара кардинала кӗлӗ вӑхӑтӗнче чӑрмантарнӑшӑн кулянса, айккинелле пӑрӑнса кайрӗ. Ҫук, нимӗҫ те аяккалла пӑрӑнса каяс ҫук. — Каҫхине вӑл кунта кӗрсе тухмасть-и? — терӗ Максим Максимыч: — е эсӗ, тӑванӑм, мӗншӗн те пулин каймастӑн-и ун патне?.. Вӑл хӑй илемӗ тӗлӗшӗнчен тропикри джунглисенче те сайра тӗл пулакан чӗрчун пулать. Х-хӗм, ҫур ҫул! Ӑҫта пӗрремӗш штурмовой» — тесе пӑшӑлтатса калаҫнисем илтӗнме пуҫласан — пӗр хӗрарӑм хӑлхана ҫурас пек сасӑпа ҫухӑрса ячӗ, тем кӗрмешни илтӗнчӗ, вара, фронтовиксене сире-сире, Воропаев умне чӑп-чӑмӑр та тарланӑ хӗрарӑм сиксе тухрӗ те, чупса пынӑ ҫӗртен ӑна пырса ҫапӑннӑ пек, чарӑнса тӑчӗ. Паллах ӗнтӗ, улпут влаҫӗ. Болла ячӗ унӑн хӑлхинче ҫӗрӗн-кунӗн янраса тӑнӑ, кӗл тунӑ чухне те чӗлхе ҫинчен кайман; вӑл Болла ятне «Мария» ят вырӑнне каланӑ. Эпир Фенимор Купера пурте вуланӑ, ҫеҫенхир пушарӗнчен мӗнле хӑтӑлмаллине сӑран чӑлха вӗрентет пире: унтан хӑтӑлас тесен, таврари курӑксене темиҫе чалӑш таранччен ҫӑлса тӑкнипе те ҫитет. Вӑл тымар айне кӗрсе ларнӑ… — ответлет Карачӑм, карланкинчен мар, хырӑмӗ ӑшӗнчен хӑйлатса тухакан хупӑ сассипе. Ҫапла, вӑл манран пӑрӑнать! …Шыранӑ сӑмах тупӑнчӗ, мана ҫутӑ ҫутатрӗ! Унтан эпир слон йӗрӗсене куртӑмӑр. Хӑйӗн халь Биери, Касангӑри факторисене каймалла пулманшӑн Алвиш савӑнчӗ те. Стенара вӑрттӑн тухса ҫӳремелли шӑтӑк уҫӑлчӗ. — Ҫапла, анчах тарман пулсан, ӑна ҫитӗннӗ ҫын пекех персе вӗлеретчӗҫ,Екатерина Михайловнӑна Корчагин вӗсен ҫуртӗнче ларни шиклентерет. Анчах эпӗ ҫеҫ хурланмӑп, эсӗ те виличченех хурлӑхлӑ ҫын пулса ҫӳрӗн, тесе каларӗ, тет те, куҫран ҫухалчӗ, тет. — Турӑ сыхлатӑрах! — сӑхсӑхса илчӗ Гедеон. Ҫакӑ Юргина та савӑнтарчӗ. Сайра-хутра Севастопольре пенӗ пӑшал сассисем янӑраса каяҫҫӗ те инҫетре пӗр вӗҫӗмсӗр илтӗнсе тӑракан тинӗс шавне хупласа иленҫи пулаҫҫӗ. Вӑл хӗрарӑмсем ҫине кулкаласа пӑхать, анчах чунӗнче кӑштах шикленни те пур: хыҫалта, шурӑ чечек пусси пек талккишпех шуралан хӗрарӑм тутрисем хыҫӗнче, пӗр ушкӑна пухӑнса тӑнӑ казаксен сӑн-пичӗсем ытла та хаяррӑн курӑнаҫҫӗ. Эсӗ пирӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫук тесе ан шутла. — Вӑл сӳннӗ-и? Ӑна хирӗҫ пурте: «Мухтав турра! А-а-минь!» — теҫҫӗ. Том, хурлӑхлӑ та салхуллӑскер, шкула сӗтеренсе пычӗ те ӗнер шкула килменшӗн Джо Гарперпа пӗрле вӑл хӑй ҫурӑмне хулӑ айне пырса тытрӗ. Ҫаптарнӑ вӑхӑтра хӑйӗн чунне тата йывӑртарах хуйхӑ пуснӑ, ҫакӑн пек пустуй япаласене пӗртте сисмен ҫын еверлӗ курӑнчӗ. Еплерех тискерленсе кайрӗ те, эпӗ ӗнтӗ хам ӑҫта тӑнине те пӗлместӗп. «Турӑ мӗнле лайӑх кун пачӗ!» терӗ Анна Васильевна пӗр вӗҫӗмсӗр. Хӑйне пӗтӗмпех темле вӑрттӑн шухӑшсем пусса илнӗ пек, таврари пурӑнӑҫа вӑл вуҫех курман пек туйӑнать. Анчах акӑ хӗре ӗнтӗ халӑх ушкӑнӗнчен илсе тухаҫҫӗ, хӑйӗн пурӑнӑҫне те пама хатӗр пулнӑ ҫынна пулӑшас шанчӑк ҫук ӗнтӗ унӑн. Кӑмӑл сӑмах — йӗплӗ ҫӑмах, кун-ҫул — ҫук чун, пӗтен — ухмах, теҫҫӗ. Тӑрук юн тапса килнипе унӑн пичӗ тӗксӗмленсе кайрӗ. Вӑл мана Куприяновна пек тачка кӗнеке пачӗ, ӑна словарь, теҫҫӗ. Черняк куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. Ҫапӑҫаҫҫӗ вӗт-ха ҫынсем. Темиҫешер ҫул ҫапӑҫаҫҫӗ, темиҫе ҫапӑҫура пулсан та — сывах юлаҫҫӗ. Ӑратлӑ мар лашасен пурнӑҫӗ татах та йывӑртарах пулать. Ҫакнашкал лашасенчен нумайӑшӗсем фермерсемпе извозчиксен тата ҫавӑн йышши ытти ҫынсен аллинче пулаҫҫӗ, ҫав ҫынсем вара вӗсене тата йывӑртарах ӗҫлеттерсе начар апат ҫитерсе усраҫҫӗ. Ӑна пӗр матроса — большевика хӑтарнӑшӑн хупса лартнӑччӗ. Залра ӳпкелешнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ, Панкратов чӑтаймарӗ: — Мӗн, эсир партие тепӗр хут силлеме шутлатӑр-им? Кабинӑран сиксе тухсан, Наумов самолёт патӗнче алса тулӗсемпе шаплаттарса, урисемпе тӑпӑртатса сиккелеме тытӑнчӗ. Ирхи сивӗ чӑнах та витӗрех тивнӗ. Ӗҫрӗмӗр. — Хуллентерех иш, — шӑппӑн калать хуҫа, тӗмӗсем хушшинелле пӑшалпа тӗллесе. — Вилнӗ-ши эпӗ е чӗрӗ? — тесе пӑшӑлтатса илнӗ вӑл. Юрать. — Тен, паян ҫитетпӗр те тӳрех, пиччепе иксӗмӗр те, ҫапӑҫӑва кӗретпӗр-ха. А вӑл тимле, ҫав тери харсӑр пулма тивӗҫ-ха — калаҫасса нумай калаҫмасть, анчах ӗҫне вара ыттисенчен лайӑхрах тӑвать. Кисть хӑй тӗллӗнех хӑнӑхнӑ формӑсене ӳкерчӗ, ҫынсен аллисем унччен тунӑ пекех тухрӗҫ, пуҫӗсем нимле ҫӗнӗ хускану туман пек курӑнчӗҫ, вӑл ҫеҫ мар, платье хутламӗсем те ҫӗнӗлле ӳкерӗнмерӗҫ, вӗсем кӗлеткене кӑшт урӑхла тусанах художнике пӑхӑнмасӑр тепӗр тӗрлӗ вырнаҫрӗҫ. — Тепӗр сехетрен пирӗн пата пӗрер курка шоколад ӗҫме килӗр. — Юланутпа сӳремелли костюм. Эпӗ хама ҫеҫ миххе пытарчӗ пуль тесеттӗм… вӑт сана Солоха!» Мак-Набс Гленарвана тытса чараймӑп тесе хӑрать, шанмасть вӑл, Гленарван хӑй пӗчченех кайса Бен Джойсӑн алли айне кӗрсе кайӗ тет. Кайран вара ӑна кашни кунах кӗртме пуҫларӗҫ, ҫапах ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн пулни ҫинчен калама хушмарӗҫ, чӗрене хумхатса яма пултаракан темӑсене те тивме хушмарӗҫ. Мӗн калӗҫ ӗнтӗ паллакансем, мӗнпур тӗнче! Ку япалашӑн эсир ытла ӑшах та ытла мӗскӗн. Сухалӗ хура. Кивҫен никам та парас ҫук. Ҫапах, вӑл мӗн чул нумайрах шухӑшланӑ, ҫавӑн чул ытларах иккӗленнӗ. Инсаров чӗтрнсе илчӗ. Вӗлеретӗп те. Вӑл самӑр та шултра выльӑх хыҫҫӑн аслӑк айне кӗрсе ҫухалать те, вара витерен унӑн буйвола ачашшӑн ӳкӗтлекен сасси ҫеҫ илтӗнет: «Тӗк тӑмасть тата! — Мӗнле пулсан та пуҫхӗрлӗ тӑмаллах сан! — кӑшкӑртӑмӑр эпир, хӑранӑран палӑрмаллах шурса кайнӑ Иленькӑна хупӑрласа илсе, ӑна, аллинчен ярса тытрӑмӑр та лексиконсем патне сӗтӗрсе кайрӑмӑр. Хулана вӑл та каясшӑн иккен, ав ӑна Стефчов кӗтсе тӑрать. — Окунев хута тирпейлӗн хутлатса, матрац айне хучӗ. — Эпӗ питӗ те хавас! — тет хӗрарӑм сасси, хумханса. Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл хӑйӗн укҫа мӗн чухлӗ пулнине, мӗн чухлӗ юлассине, пур парӑмсене те тӳлеме мӗн чухлӗ кирлине тата уйӑхсерен пӗтӗм тупӑшӑн хӑш пайне пӗтерсе пырассине те шутларӗ. — Мӗн шухӑшласа кӑларнӑ-ха апла вӑл? — Ах, турӑ сыхлатӑрах! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эпӗ акӑ мӗн ҫинчен каласшӑнччӗ, — терӗ малалла Хомутов. — Эсӗ аннене ан итле, Валя, — терӗ Серёжа. Вӑл ҫакна лӑпкӑнах йышӑнчӗ, пӗр минут хушши ним чӗнмесӗр, куҫӗсене чарса пӑрахса ларчӗ, унтан ура ҫине тӑрса: — Эх, йытӑ эсӗ! — терӗ. — Туйӗ хӑҫан вара? — ыйтрӗ Оленин, хӑйӗн пӗтӗм юнӗ сасартӑк питне пырса капланнине, чӗри тикӗс мар та асаплӑн тапнине сиссе. — Ну-ка, Дик, кунта кил те, чӗлхӳне кӑтарт. Мӗн чухлӗ ларсан та Вавжон хӑй хӗрне пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, каҫ пулсан, портри ҫынсем салансан тин вӑл темле сасӑпа: — Кайрӑмӑр, Марыся! — терӗ. — Разметнов юлташ, хӑвӑн дежурнӑя кунтан тухма кала-ха. Калаҫу пур, — терӗ ҫакӑн хыҫҫӑн Бойко шӑппӑн. Чакалкӑсем сасартӑк вӗсен ҫывӑхӗнчех уласа ярса ахӑлтатнӑ пек тата мӑкӑртатнӑ пек туйӑнать, малта, станицӑра вара, хӗрарӑмсем калаҫни, йытӑсем вӗрни илтӗнет, пӳрт мӗлкисем уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ, хӑй ҫутисем ҫуталнӑ тата кизяк тӗтӗмӗн хӑйне уйрӑм шӑрши сӑмсана ҫитсе кӗрет. Халӗ мӗн тумалла ӗнтӗ? — Курӑпӑр. Тен, ҫавна пула пулӗ, малтан вӑл мана сывлӑх пирки ыйтса пӗлчӗ. — Мӗн кӑмӑла каять вара унта сана? — тесе ыйтрӗ вӑл, аллисене сӗтел ҫине хурса, пӳрнисене хуллен вылятса. Говэна, тӑватӑ пин ҫынлӑ отрядӑн, тепӗр майлӑ каласан, пысӑках ҫар командующине, Симурден генерал чинне партарасшӑн ҫуннӑ, анчах Говэн ҫак чыса йышӑнман, вӑл: «Лантенака тытса илсен, курӑпӑр унта. Эх, вӗресе кайрӗ курень атаманӗ Кукубенко, куренӗн чи лайӑх пайӗ ҫуккине курсан! хӑйӗн ытти незамайковецӗсемпе вӑл ҫавӑнтах тӑшман ушкӑнне шӑп варрине кӗрсе кайрӗ, ҫав тери тарӑхнипе малтан тӗл пулнине пурне те купӑстана вакланӑ пек вакласа тӑкрӗ, сӑннипе нумай юланутҫӑна лаши ҫинчен чике-чике антарчӗ, пушкарьсем патне пырса тухса пӗр туппине туртса илчӗ; курчӗ унта: умански курень атаманӗ пушкарьсемпе ҫапӑҫать, Степан Гуска чи пысӑк туппа туртса илме тӑрӑшать. Кунта кунсерен перекен хӑвӑр ҫамрӑкӑрсене вӗрентсен те, начар марччӗ пуль сана… Татах та, татах та пулкаланӑ ун йышши япаласем… Сире ӗненӗҫ, кирлӗ свидетельствӑсем парӗҫ. Аслӑланни тата нуша куракансене, асап тӳсекенсене, кӑштах пулӑшу панӑ пек туса хӑтланнисем пурте лайӑх, анчах паллӑ виҫепе паллӑ ҫулсем таран. Лере, аслӑ тӳпере, сӑнӑ пек ҫинҫескерсем вӗсем, ҫӗр ҫумнелле ҫывхарнӑҫем ҫутӑ юхӑмӑн юхса сарӑлаҫҫӗ, хӑмӑр тӗслӗн курӑнса выртакан ҫеҫенхирӗн тавракурӑм хӗрринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе, йӗркипе тӑсӑлса кайнӑ инҫетри сӑртлӑхсем ҫине выртаҫҫӗ, ҫеҫенхире илем кӳреҫҫӗ, ӑна тӗлӗнмелле хитрелетсе, ҫамрӑклатса яраҫҫӗ… — Ман сӑмаха ан пӳлӗр. Унтан вӑл самантлӑха «Пилигрим» арканнине аса илчӗ. Чӑтлӑхри сул — слонсен ҫулӗ! Вӑл, пирӗн трактирта пурӑннӑ ватӑ пират хӑй ҫапнӑ чухне сывланӑ пек, кун каҫичченех йывӑррӑн сывласа ирттерчӗ. Анчах унӑн аяк пӗрчисене хуҫнӑ, пуҫ шӑммине ҫӗмӗрнӗ, вӑл вара тепӗр каҫхине, тӑна кӗреймесӗрех пӗр йынӑшмасӑр вилчӗ. — Уншӑн пулсан пурте ача вӑййи; эпӗ пур, ун умӗнче ухмах пек тӑратӑп, куҫ вӗҫертмесӗр пӑхатӑп. Пысӑк сухалне какӑрӗ ҫумнелле пӑчӑртаса тытса, Григорий Шишкин юрланӑ пек ыйтатчӗ: — Тӑвансем, атьӑр ӗҫсене ахаль, улталамасӑр тума тытӑнар! — Вӗсем ман приказанине пурнӑҫлаҫҫӗ! — терӗ капитан, ун сӑмахне татса. Ҫапах та, мӗншӗнне пӗлместӗп, паян эпӗ тӑнран каймаллах телейлӗ. — Ох, эсӗ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, — калаҫма пуҫларӗ Шубин, — историре кам шутланать-ха ҫав тери ырӑ кӑмӑлли? Валя кулса унӑн ҫӑварне аллипе хупларӗ. — Сан ҫинчен эпӗ полковойне рапорт ятӑм. Ҫав путсӗр йӑха мӗн тумаллине эпӗ пӗлетӗп! — Турӑҫӑм… Илле пророк… Нумай асап тӳссе вилнӗ Варвари… Сасартӑк вилсе каясран сыхла. Самолетпа вӑл кӑнтӑр полюсне талӑкра вӗҫсе ҫитнӗ пулӗччӗ. Синкер калӑпӑшӗ эпӗ мӑнкӑмӑллӑ Олеся сӑмахӗсем тӑрӑх ӑнланнинчен чылай пысӑкрах пулнӑ иккен. — Виҫӗ уйӑх. — Хӗрачи пысӑк-и? Ҫаксем тӗлӗшпе, тӗрӗссипе калама кирлӗ, вӗсем пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Математикӑна кунта ӗҫре усӑ курасшӑн вӗренеҫҫӗ. Унӑн тӗп тӗллевӗ — ҫӗр ӗҫне тата техникӑн тӗрлӗ пайӗсене аталантарса лайӑхлатасси. Унта ҫаратасси хаклӑ мар, хирӗҫ тавӑрасси — ака мӗн. — Унӑн куҫӗсенче усал вут-ҫулам ялкӑшса илчӗ. Йывӑҫсене пуринчен ытларах тем пысӑкӑш корралсем — выльӑх картисем йӗри-тавра туса тухнӑ, вӑл каргасенче пинӗ-пинӗпе вӑкӑрсемпе ӗнесем, такасемпе лашасем чӗрӗлсе пурӑнаҫҫӗ. — Чӑннипех те ҫанталӑк аванланма пуҫларӗ, Уэлдон миссис, — терӗ ҫамрӑк. — Этем мар вӑл, усал-синкер, — терӗ вӑл каярахпа. Петр Андреич ҫилленчӗ курӑнать те, унтан вӑл: кам мӗн юрлас тет, ҫавна юрлатӑр, кашнин хӑйӗн ирӗк, — терӗ. Вӑл ҫырмалли сӗтел хушшинчен тухрӗ те пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ. — Ҫитӗ, халех тухса кай хӑямата. Эпӗ макӑрмарӑм, ӗмӗте татса хуйхӑрмарӑм; ҫак ӗҫ хӑҫан пулма пултарни ҫинчен те хамран хам ыйтмарӑм; хам ҫакна мӗнле малтанрах, тахҫанах сисменнинчен те тӗлӗнмерӗм — аттене те ӳпкелемерӗм. Эсир ӑна мантан туртса илме шутламастӑр пулӗ тетӗп? Урӑх вара вӑл ним те лайӑххӑн астумасть. Эсӗ аванскер: анчах эсӗ ҫапах та ҫемҫешке, либераллӑ улпут чӗппи, атте калашле, э волату. Вӑл питӗ хитре пулнӑ пулӗ-ха? Хӑш чухне аҫа ҫури ман пата хыҫалти ҫенӗхе пыратчӗ; унта маччана хӑпарса каймалли пусма айӗнче эпӗ ҫывӑрса пурӑнаттӑм; пусма ҫинче, чӳрече тӗлӗнче, кӗнекесем вулаттӑм. Анчах, эсӗ йӑнӑшмастӑн-ши, Аксель? — Эсир иксӗр те ҫамрӑк-ха. — Господи Исус Христос… Калитке сасси илтӗнчӗ, таптаса хытарнӑ картишӗнче палламан Воропаев мар ӗнтӗ, — ун ҫине нимле йытӑ та вӗрмест, Надя вара ӑна инҫетренех паллать, — анчах Лена шартах сикрӗ. «Сирӗн пата темле тӑшман килсе тухнӑ пулмалла», — тет. Эпӗ кӗнӗ вӑхӑтра генерал ывӑлӗ, хӑй умне кӗнеке уҫса хунӑскер, ҫывӑрса выртатчӗ. Ҫавӑнтах тата стена хыҫӗнче таҫта юрамисӗр музыка вылянӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑнланмалла мар мӗкӗрни илтӗннӗ. — Итле-ха, инке, — кӗтесре хӗвелҫаврӑнӑшпе груша сутакан карчӑк умӗнче чарӑнчӗ Иван Иваныч, — ӑҫта кунта Настасья Петровна Тоскунова ҫурчӗ? Тӑватӑ негр килнӗ кун калифорни купцин Джемс Уэлдон мистерӑн ҫуртӗнче уяв пулни каламасӑрах паллӑ. Унтан ҫапла каласа кӗлтунӑ: — Хай-йю, пурне те тума пултаракан Хӗвел! Кайсан — чӗрӗ юлӑпӑр! Калӑр, йывӑрах аманнӑ-и вӑл? Эпӗ — нимӗн чухлӗ те ӗненместӗп. — Мӗншӗн? — тӗлӗнсе ыйтрӗ шӑллӗ, — вӑл тӗрӗс мужик, ӗҫе, вӑхӑтра тӑвать, кахал мар… Эпир ӑна кунӗпех, кӑшкӑрашса шӑхӑрса, пӑшал пере-пере шырарӑмӑр. Профессор хӑйӗн татӑклӑ сӑнавне туса пӑхма хатӗрленнӗ чухне, унӑн куҫӗсем куҫлӑх витӗр вут хӗлхемӗсем пек ялтӑртатса тӑраҫҫӗ. Мӗнле уҫӑ пуху ку, ҫынна уҫҫӑн сӑмах та калама ҫук пулсан? — Ну, ӑҫта-ха носилка? Ҫав тери хавас эпӗ, Максим Максимыч! — Пӗлӗр эпӗ сире мӗн каласшӑн пулнине, — терӗ вӑл. Фома шавах ашкӑннӑ, шав ӗҫсе, иртӗхсе ҫӳренӗ. Кун ҫинчен ӑна ман пата пынӑ хӑйӗн тарҫи каласа панӑ пулнӑ. Ун пек ӑҫтиҫукпа аппаланса тӑма тата! Силантий мучи ӳсӗрни илтӗнсе кайрӗ. Йӑрӑмлӑ кит чарӑнчӗ, юнпа пӗвеннӗ икӗ фонтан шыва ҫӳлелле сирпӗтсе кӑларчӗ те, шывран сике-сике тухса ишсе, тепӗр хут вельбот ҫине вирхӗнчӗ. Гвоздев ӑна кӗтмен ҫӗртенех хӑйӗн укҫа илмелли аттестатне ярса пани ҫинчен каласа панӑ чух, мӗн тери тарӑхать! — Сире мӗн каламаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ. Эпӗ вара хам эсир йӑлтах пӗтсе ларнӑ тесе каламалли ҫын пуласшӑн ҫеҫ ӗмӗтленетӗп, ахаль казачкӑна качча илесшӗн, анчах та ҫакна тума хӑяймастӑп, мӗншӗн тесен, ку вӑл — ытлашши пысӑк телей пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ӑна тивӗҫсӗр. — Ара, ара, тӗрӗс… Ольховка ҫыннисем ял вӗҫне, кӑнтӑр енне вырнаҫнӑ колхоз картишнелле пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ. Килте мӗн пур вара? Вӑл ҫакӑн пек пулнине курманччӗ-ха эпӗ. — Мӗншӗн-ха Гришӑн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулмӗ? Манӑн ирӗккӗн пурӑнас килет… пурне те хамӑн чухласа пӗлес… хам валли хам пурнӑҫ шырас… Апат-ҫимӗҫ таврашне ытларах илсе хумалла мар-ши? Огнянов хӗрачасен шкулӗнче те вӗрентет, ҫав майпа вӗсем Радӑпа кунсерен курнӑҫаҫҫӗ. — Наука каланӑ тӑрӑх, ҫӗр хуппи хулӑнӑшӗ те унтан иртмелле мар вӗт. Чакса пынӑ хушӑра полк тӑшманӑн разведка тӑвакан ушкӑнӗсемпе ҫеҫ тытӑҫкаласа илкеленӗ, ҫавӑнпа та унӑн йышӗ чаксах кайман, ҫителӗклӗ. — Эсир кунта иккенне пӗлтӗм эпӗ, — терӗ вӑл. Павел, пӗр-пӗр паллакан ҫынна тӗл пулмӑп-и тесе, коридорта пӑхкаласа тӑчӗ те, никамах та ҫуккине кура, секретарь пӳлӗмне кӗчӗ. Профессорсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ну, ҫӗнтерӳллӗ марш калаҫҫӗ, ҫав маршпа салтаксем утса иртеҫҫӗ — кунта музыка хӑйӗн вӗҫне ҫитет; ташӑ кӗвви каларӗҫ, эпӗ ташларӑм, музыка хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерчӗ; ну, месса ирттерчӗҫ, эпӗ ҫылӑх каҫарттартӑм — музыка каллех маншӑн ӑнланмалла, ахаль вара — канӑҫа ҫухатни ҫеҫ; ҫак канӑҫсӑрлӑха кӗрсе ӳксен мӗн тумалла — ӑна пӗлместӗп. Ку истори шкул театрӗнчен пуҫланчӗ, шкул театрӗн историйӗ вара пӗр ырӑ кунхине Кораблев занятие пырсан, ҫитес кунсенчех актовӑй залра спектакль пулать, тесе пӗлтернинчен пуҫланчӗ. Ҫак ҫулсенче-и? Ҫулсем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртсе пынӑ. Еленӑн ҫамрӑк пурнӑҫӗ те, юр айӗнчи шыв юххи пек, тултан курӑнмасӑр, ӑшра кӗрешӳпе те шиклӗхпе хӑвӑрттӑн та сисӗнкӗсӗр иртсе пынӑ. — Чӑкӑлташмастӑн пулсан, эсӗ тахҫанах пӑхса пӗтермелле ӗнтӗ, эсӗ вара ҫаплах кашни косилка тавра шуса ҫӳретӗн, пурне те шӑршласа, хыпашласа пӑхатӑн. Анчах пӗрре, салтаксем мана хытӑ хумхантарса яракан истори каласа кӑтартрӗҫ: пӗр хваттерте хулари чи лайӑх ҫӗвӗҫӗн закройщикӗ, лӑпкӑ йӑваш ҫын пурӑнатчӗ, вырӑс ҫынӗ мар. — Сирӗн пурнӑҫӑр, сирӗн ҫемйӗрсемпе кил-ҫуртӑрсем, Болгарие ирӗке кӑларас ӗҫпе танлаштарсан, нимӗне те пӗлтермеҫҫӗ! Осадчипе Петерсон вара — кусем ӗнтӗ чӑн-чӑн тӑшмансем. Нивушлӗ эп эсир иртсе каяссине вӗҫӗмсӗр хуралласа, сыхласа тӑни сирӗншӗн ҫителӗксӗр ҫак. Мужик патшана, патша пӗтӗм ҫӗрӗн тата пур пуянлӑхсен пӗр-пӗччен господинӗ иккенне питӗ ӗненет. Йытти аманнӑ ҫынӑн ури вӗҫӗнче выртнӑ, вӑл та тӗлӗрсе выртнӑ. Анчах вӑл час-часах вӑранкаланӑ, пит сыхӑ выртнӑ пек туйӑннӑ. Таврара халь пӗр сасӑсем ҫеҫ кӗрлеҫҫӗ, вӗсене Воропаев илтет ҫеҫ мар — куҫӗсемпе те курать темелле. Тахҫан авал ҫапла пулнӑ вӑл, анчах халь ун пекки пачах та ҫук. — Юрӗ, эпӗ ирхине ирех кайса килӗп, тӗрӗслӗп. Вӑл сухалне кӑшӑлл сӑтӑрса илчӗ те ассӑн сывласа:— Пӗлетӗп эпӗ сан ӗҫӳсене: тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын эсӗ, ӑсу та ҫителӗклӗ, пурӑнасчӗ санӑн манпа пӗр пилӗк ҫул, вара эпир ҫав тери пысӑк ӗҫсем тунӑ пулӑттӑмӑр, — анчах нимӗн тума та ҫук, — турӑ ирӗкӗ! — терӗ. Эсӗ ӗнтӗ ӑна пӗлсех тӑр… Ҫул ҫинче эпӗ хам ҫинчен, Катьӑпа иксӗмӗр хушӑмӑрти пурнӑҫ ҫинчен те чылаях шухӑшласа пытӑм. Алексей хӑлхисем пӗҫерекен пуличченех хӗрелсе кайрӗҫ, вара юриех машинӑна асӑрхаман пек пулса, туйипе ҫӗре чакалама тытӑнчӗ. — Ҫук, питех те ӑнланмалла, Аксель: Исланди ҫыннисен ун пек ҫӗҫӗ тавраш час-часах пулкалать, ӑна Ганс ҫухатса хӑварнӑ пулӗ… Ну, кунта ӗнтӗ, чӑнах та, ҫӗрӗ лайӑхрах: тӑмлӑрах тӑпра, лайӑх тӑпра теҫҫӗ хресченсем; тепӗр каласан, мана валли пур ҫӗрте те тырпул ҫителӗклӗ пулать. Фонтансене, садсене, аллейӑсене, ращасене — кунта пурне те пӗлсе пысӑк ӑсталӑхпа туса вырнаҫтарнӑ. Ав ҫавна куратӑн-и тата, хулӑнламас Стайкӑран сылтӑмрине? — Кандов, кала-ха эппин хӑвӑн сӑмахна тепӗр хут, эп ӑна эфендие куҫарса парам, — терӗ Бенчо Дерман, тӗрӗк чӗлхине ыттисенчен лайӑхрах пӗлекенскер. Сӑмах майӗн мана валли хӑй «вӗренӳ ҫулӗ» уҫса пани ҫинчен те асӑнса хӑварчӗ. Манӑн ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫав ӗҫрен тӳрех тӗлӗнсе кайрӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем ҫеҫ мар, пурте, йышӑнас пулать, эпӗ хам та тӗлӗнсе кайрӑм. Тен, эпӗ ҫакӑн пирки, ҫеҫ кунтан договор тума килтӗм пулӗ. Ан тунсӑхла… Челкаш хӑй те чӗтренсе илчӗ. Вӑл чышкипе Фомана юнаса илнӗ. Пӗрисем мана Сара тесе чӗнеҫҫӗ, теприсем — Мери. Оленин кунта, ҫӗнӗ ҫынсем хушшинче ҫӗнӗ ҫын шутланса, хӑй ҫинчен ҫӗнӗ аван ят туянма пултарать. — Ларатӑн? Сӑрнай сассипе параппан кӗмсӗртетни каллех илтӗнчӗ. Каҫ пулса килет. Пирвайхи хут мана ҫынпа пӗрле пулма чӑннипех аван пулчӗ. Хӑрӑлти хортан пӗр сасӑ уйрӑлчӗ: — Кунтах эп… Унтан, хӑйӗн каютине чупса кайса, карап карттине илсе килчӗ. — Сирӗн умӑрта суд, хӳтӗлӳ мар! — ҫилӗпе, хаяррӑн асӑрхаттарчӗ ӑна чирлӗ сӑнлӑ судья. Ҫамрӑк морякӑн татӑлнӑ ӗмӗчӗ шанчӑка куҫрӗ. Ӑна темле япала хӑй ҫинчен шухӑшлаттарать тата пӑшӑрхантарать пулмалла; хӗр, ахӑртнех, манӑҫӑннӑ та, ҫавӑнпа хӑй ҫинчен, ун ҫине ҫынсем пӑхни ҫинчен пуҫне шухӑш та пырса кӗмест пулӗ. Вӗсемпе пӗрле эпӗ те хама яма ыйтрӑм. Манӑн ҫак пӗлмен ҫӗршыва вӑй ҫитнӗ таран тӗпчесе пӗлес килчӗ. — Кунта лайӑх енӗ те пур, — терӗ капитан, асӑрхаса. Ҫакӑн пек лайӑх пӑхни ӑна пӑшӑрхантара та пуҫларӗ: хуҫисем ун валли ытла нумай тӑккаланнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫуркунне Воропаева, хӑй килӗшмерӗ пулин те, партан районти комитетне Корытов вырӑнне суйласа лартрӗҫ, ҫавӑнтан вара Алексей Вениаминович хӑйӗн пурнӑҫне йӗркелесе ярас тӗлӗшпе шухӑшлама та пӑрахрӗ тейӗн. — Ӑҫта вӑл сирӗн патра? — ыйтать унран тепри. Халӗ вӑл хӑй ухмахла тата ирсӗр хӑтланнине аванах чухласа илчӗ. Петр Иваныч! Ҫак ҫирӗп стенасем витӗр шыв мӗнле сӑрхӑнса тухма пултартӑр-ха ӗнтӗ? Мӗншӗн Луиза ҫавӑн пек тунӑ, ӑна никам та пӗлмен, никам та ӑнланма та тӑрӑшман, Кассий Кольхаунсӑр пуҫне никам та. Доктор хускалмарӗ те. «Ҫук, ҫук! — шухӑшларӗ Бенедикт пичче, — эпӗ ӑна тытаймӑп е, унтан та ытла, ӑнсӑртран амантӑп. Хама темӗскер пусса лапчӑтса пӑрахнӑ пек туятӑп, гранит чулӗ айӗнче темӗн пек тапалансан та вырӑнтан хускалаймастӑп. — Ҫапла, мӑнакка. Вилнисене пытарса таврӑнсан, Озеров капитан тыткӑна лекнӗ нимӗҫе лӑпкӑн та йӗркеллӗ калаҫтарма хӑтланса чылай вӑхӑт ирттерчӗ. — Кулатӑр, ҫӗленсем? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, картузне ҫамки ҫине карт туртса антарса, ҫав вӑхӑтрах залра ларакансем ҫине ҫиленсе пӑхса. Вара сасартӑк, ашшӗ пекех лӑпкӑн, ҫапла каларӗ: — Ку сӑмахсем мана ӗнентермеҫҫӗ. Итлӗр-ха, Георгий Алексеич… сирӗн темӗскер пур… пур… мӗскер-тӗр халиччен пулманни. Кӳрентернине тӳсеймесӗр эпӗ каларӑм: — Ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарса пурӑнни сирӗн патӑрта пурӑннинчен авантарах! — Кама илетӗн-ха? — Англире вилнӗ терӗр-и эсир? Вӑл Иха патне пычӗ: — Эпӗ Аэлитӑна кураятӑп-и? Эпир пӗр пилӗк салтак илтӗмӗр те ирпе ирех тухса кайрӑмӑр. Паганельпе Мак-Набс тата Роберт сержанта хупӑрласа илчӗҫ. — Калӑр, каласа парӑр! — терӗҫ вӗсем пӗр харӑс. Эсӗ — итлесе тӑнӑ, ах, Фома! — алчӑраса кайса каланӑ Люба. «Мӗншӗн ҫав Кӑршка-кассине ҫывӑрма юлмарӑм-ши? Кунти пекчӗ-и унта: сак ҫинче выртаттӑм, ӑшӑччӗ», — тенӗ. — Акӑ епле ырлӑхсем илме тивӗҫлӗ пултӑм эпӗ хам улпутӑмсенчен. Ҫӗр ҫинчен Уйӑх ҫине ахаль куҫпа пӑхсан, ун ҫинчен темӗнле тӗксӗм пӑнчӑсем курӑнаҫҫӗ. — Никам та килмерӗ тесе каларӑм-ҫке сана. Малта арҫын ачасем ҫухӑрса чупаҫҫӗ, ӑҫта та пулин тарса пытанасшӑн вӗсем, пур кантӑксенчен те хӗрарӑмсем пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ; негр ачисем йывӑҫсем ҫине хӑпарса ларнӑ, каччӑсемпе хӗрсем хӳмесем хыҫӗнчен пӑхса тӑраҫҫӗ, халӑх эшкерӗ ҫывӑха ҫитсенех, вӗсем ӑҫта килнӗ унта тарса саланаҫҫӗ. Юлташлӑхран таса ҫыхӑну урӑх ҫук та. Ун пеккисем ҫук кунта. — Кӗр! — кӑшкӑрчӗ Разметнов, куҫне хутсем ҫинчен илмесӗр. Ун куҫ умӗ хуралса килчӗ, лайӑххӑн курмасӑр, вӑл, пӗр минут пек, Устинӑн ҫӑмламас куҫ харшийӗ, унӑн темшӗн сарӑлса кайнӑ ҫаврака пичӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй саламат аврине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ сылтӑм алли юнпа кӳпчесе кайнине, пӳрне сыпписем чиккелесе ыратма пуҫланине туйрӗ. — Вӗсене эпир калаҫнине ӑнланма пачах та кирлӗ мар, — терӗ Базаров. Ун ҫине пӑхмасӑрах Павел хуллен, анчах темшӗн хаяр сасӑпа калама тытӑнчӗ: — Эпӗ вулама чарнӑ кӗнекесене вулатӑп. Пит те хаяр, ҫирӗп тыткалакан старик пек, хӑйӗн службисӗр пуҫне урӑх ним те пӗлми, пур вак-тӗвекшӗнех арестлесе мана шывпа ҫӑкӑр ҫине лартасскер пек пулассӑн туйӑнать. Питӗ ӑслӑччӗ-и, ытла хитреччӗ-и? Темскер пӗлме пулатех, куна амӑшӗ туйса тӑчӗ, анчах та уншӑн уҫӑмлӑ хӑрушлӑх сисӗнмерӗ, ҫав хушӑрах чун вӗчӗрхенме тытӑнчӗ. Унӑн мӗнпур кӗлетки пӗчӗккӗ те имшеркке, анчах ҫав тери яштака та пултаруллӑ, илемлӗ сӑн-пичӗ вара, Касьян илемлех мар пулин те, Касьян сӑн-пичӗпе ҫав тери пӗр пек. Унта темле вилене пытараҫҫӗ пек, тупӑкӗ пысӑк, хура, виттине хытӑ хупса лартнӑ. Ӑна ӑҫта вӗлернӗ-ши? Вырсарникун Павелпа тӗрме канцеляринче сывпуллашнӑ чух амӑшӗ хӑйӗн аллине пӗчӗкҫӗ хут чӑмӑркки лекнине сисрӗ. Денщик шучӗпе улпутсем ӗҫке ярӑннӑ, вӑл вӗсем ҫине ҫамка айӗн, те хапсӑнса, те йӗрӗнсе, пӑхса илчӗ те, сӑрӑ хутпа чӗркенӗ пыл татӑкне тата премӗксене пӗр пытармасӑр пит меллӗн тыттарчӗ, унтан кашни мӗн хак тӑнине тата мӗн чухлӗ тавӑрса панине каласа пама тӑнӑччӗ, кӑна, Белецкий ӑна хуса та ячӗ. Каҫхине вӗсем тӗл пулчӗҫ те, малашне тренировка тумалли план турӗҫ. Ахаль те ҫитет… — Ҫук, — тӑсрӗ малалла Дмитрий, галстукне тӳрлетес шутпа мӑйне ҫиллессӗн пӑрса, — эхер эпӗ юрататӑп-тӑк, мухтани те, ятлани те ман туйӑма улӑштарма пултараймасть. Макар кӑшт кӑна чӗнмесӗр ларчӗ те ыйтать: «Мӗнле, рота лекарӗ, сана хӑҫан та пулин хӑлхунтан тӑхӑнтартса янӑ-и?» — тет. Ырӑ Максим Максимыч кутӑн та чӑкӑлтӑш штабс-капитан пулса тӑчӗ иккен! — Ҫиччӗ ҫитесси вунпилӗк минут; Ганауна ҫитме икӗ сехет кирлӗ, унта пирӗн вӗсенчен маларах пулас пулать. Чи малтанхи тупӑ персе янӑ хыҫҫӑн хула халӑхне урӑхран систерме манса та кайрӗҫ. Сакӑр сехетре эпӗ фокусника курма кайрӑм. Манӑн атте — Вяткӑра завод управляющинче ӗҫлет, эпӗ учителе кайрӑм. Тимофей хут купӑса хуҫи аллинчен илме тӑчӗ, анчах ӑна ҫӗре ӳкерчӗ. — Хӑрушӑ япала вӑл — суд! «Дункан» каторжниксен аллине ҫав вырӑнта ҫакланни иккӗмӗш сӑлтав пулса тӑрать. Бенедикт пиччӗшӗ хӑйӗн хаклӑ коллекцине нихҫан та хӑйӗнчен хӑвармасть. — Каҫарӑр, эсир ӑҫта пурӑнатӑр? — Мӗнни паллӑ ӗнтӗ, арман авӑртакан пулмарӗ, тет, пур пек укҫине пӗве юсама ятӑм, тет. — Калаҫӑпӑр. Унта, кубрик урайӗнче, пилӗк ҫын выртать, тен, пилӗк виле. Анчах хӑй пуҫлӑхӗн пичӗ ҫине ҫилленнӗ чух тухакан пӗркеленчӗксене курсан турӑха васкаса ҫисе ячӗ те сывпуллашрӗ: — Эсӗ, тусӑм, вырт, усӑсӑр ан тӑр, выртах ҫапла чирлесе, эпӗ кайрӑм. Анчах кардиналӑн кӑвак тум-тирне тӑхӑннӑ кӗлетке малалла тухса тӑрсанах, Пӑван тӗлӗннипе сулӑнса кайрӗ те, унӑн пистолет тытнӑ алли аялалла усӑнса анчӗ. Ялта та пултӑм, хулара та пултӑм. — Акӑ пирӗн хушӑмӑрта эрех тунипе чапа тухнӑ Сергей Константинович Широкогоров. Вырсарникун ячӗпе, турӑ праҫникӗ ячӗпе епле сурма пуҫларӗҫ! Федоткӑн чӑтӑмлӑх ҫуккине курнипе хӗпӗртенӗ Давыдов чӑмласа йӗпетнӗ хутран тӑрӑшса, васкамасӑр чӑмакка турӗ, сулахай аллинчи пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине хучӗ, сулахай куҫне тӗлленӗ пек хӗсрӗ. — Маннӑ апла эпӗ. Каҫсерен хӑш чухне, хӑйчикки сӳнсен, тӗттӗмре шухӑша ярса шӑрчӑк чӗриклетет. Унпа пур ҫӗрте те кӗрсе тухма пулать! — ҫапла каларӗ те, яланхи пекех савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, катрашкаланса таракан ӳт-тир хутланчӑкӗ хыҫне пытаннӑ пӗр хускалми куҫӗпе сӗмсӗррӗн пӑхса, хӗвӗнчен тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура маузерне кӑларса кӑтартрӗ. Венӑра чух Наполеон пурӑннӑ, кайран унӑн ывӑлӗ, герцог Рейхштадтский вилнӗ пӳлӗмрен сӗтел-пукансене илсе тухнӑшӑн тата Наполеонӑн чаплӑ кровачӗпе ун айӗнче ларакан тула тухмалли чӳлмек ҫуккишӗн мадам Альтман кӑмӑлсӑр пулчӗ. Эпир пӗрле чупса кайӑпӑр, тавлашмалла, кам хӑвӑртрах каять, — курӑпӑр. — Акӑ вӑл! — кӑшкӑрчӗ хохол. Аппарат чарӑннӑ хушӑра телеграфист секундӑн вуннӑмӗш пайӗ чухлӗ «ЛЕНИН» тесе ҫырни ҫине пӑхса тӑчӗ. — Ан ман! — терӗ упӑшкине Элен. Гленарван ӑна чӗри ҫумне тытса чӑмӑртарӗ. Эсӗ малтан мӗншӗн аплине пӗл. — Мӗншӗн апла? — питне асаплӑн пӗркелентерсе, макӑрас пекех кулса ыйтрӗ Давыдов. Учитель тетрадьне хупрӗ те ура ҫине тӑчӗ, эпӗ шанӑҫа ҫухатнипе тархасласа та ӳпкелесе пӑхнине асӑрхаман пек пулса, алӑк патне пычӗ. Хӑй Йытӑпа та пӑшалпа. — Кӗтрӗм эпӗ сире, кӗтрӗм, пӑшӑлтатрӗ Леноре фрау ун аллине икӗ аллипе те чӑмӑртаса. — Том Сойер! Ку чӑнласах та сирӗн манерлӗ пулса тухать. Ҫын ҫурӑмӗ хыҫне пырса тӑрса, вӑл ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса тӑни вӑл питех те лайӑх мар вара. Аслӑ Артамонов васкаса тумланчӗ, питне ҫурӗ те ӑна ҫывӑхри почта станцине ҫити кайма лаша пама хушрӗ. Елена пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе илчӗ. — Халӗ вилме те юрать, — терӗ вӑл. Томӑн хӑрасси-тӑвасси пӗтрӗ. Вӑл пиншакне уҫса кӑтартрӗ. Кӗпе ҫухи малтан епле ҫӗлесе лартнӑ, ҫавӑн пекех. — Ну, юрӗ, юрӗ. Вӑл вӗсен айванлӑхӗнчен кулса илнӗ те шлюпкӑпа хӑй тухса кайнӑ, матроссене хӑйсемпе пӗрле икӗ ҫирӗп канат илме хушнӑ. — Чӑн та начар теорисем! Ҫирӗм ҫул пурӑнтӑм ҫавӑн пек, анчах качча кайиччен мӗн пулнӑ — астумастӑп. Кӑнтӑрла ҫитсен, Разметнов киле апат ҫиме таврӑнчӗ те калинкке витӗр пӳрт умӗнче кӑвакарчӑнсем ҫӳренине курчӗ. Ҫиессе те начар ҫинӗ. Ку хӗр кунти пуп тӑванӗн хӗрӗ мар: вӑл ҫак крепӑҫе илнӗ хыҫҫӑн ҫакса вӗлернӗ Иван Мироновӑн хӗрӗ, — терӗ. — Эпӗ ҫапла пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ те ӗнтӗ. Нихҫан та тӑнне ҫухатманскер, вӑл вилнӗ чух та хӑйӗн йӑлине пӑрахман, — ывӑлне, хӗрне тата кӗрӳшне чӗнсе илсе, ҫапла каланӑ: — Ну, ачамсем, пуян пурӑнӑр! Сире эпир икӗ сехет хушши кӗтетпӗр ӗнтӗ… Эсир пирӗн столовӑйри каҫхи апатран ҫывӑрса юлнӑ пулӗ тесе хӑратӑп эпӗ. Сӗтел хушшине лариччен, эпӗ макӑртӑм. — Ҫапла… часах… — Эх, аттеҫӗм, ватса пӗтерчӗҫ иккен ҫав шуйттансем сан шӑм-шакна… — Ну, хӗрсем, эпӗ сире ҫиллентерес теместӗп, анчах хамӑр енчи йӑласене ҫапах та мухтатӑп: пирӗн йӑласем ҫемҫерех, халӑхӗ кунтинчен кӑмӑллӑрах. Мӗн эпӗ саншӑн… грузовик-им? Лаша та мар, трактор та мар! Ашшӗ-амӑшӗ ӑҫта вара унӑн? — Хӑвӑр мӗнле шухӑшлатӑр-ха, Марья Ивановна? Килӗшетӗр пек-и эсир ӑна, ҫук-и? Ҫавӑн пекех кӗл тӗслӗ те ухмах пит-куҫлӑ матуку текен кайӑк та, ытарма ҫук шурӑ натуту текен кӑйӑк та, хура урисемпе сарӑ сӑмсине кӑтартса, ниҫта хускалмасӑр ларса юлчӗҫ. — Ҫирӗммӗш ҫул юлашкисем. Шыв чакрӗ, вара пӑхса ҫеҫ пыр — хӑйӑр хӗвсе хуни те, чулӗ те пулма пултарать: инкекрен вӑхӑтра пӑрӑнса каяс тесен, пристань патне чиперрӗн ҫитес тесен, ҫакна пурне те шайласах пымалла… — Ӗмӗр-ӗмӗр, — тепӗр хут каларӗ старик. Пӑлхав пуҫласа янисене Вайкато юханшывӗн анатри улӑхӗсенче ҫӗмӗрсе тӑкни ҫинчен хуйхӑллӑ хыпара пуҫласа вӑл килсе пӗлтерчӗ. Ну, вӑт, унта вӑл асли. Политовский куҫӗсене ялтӑртаттарса илчӗ. Эпӗ каҫхи апат хатӗрленӗ хушӑра старик виски кӗленчинчен пӗр-иккӗ сыпса илме те ӗлкӗрнӗ; ҫавӑнпа хӑюлӑхӗ ӳснӗ те унӑн, каллех ҫуйхашма тытӑнчӗ. Ку — Григ. Нимӗҫӗн сӑмса шӑтӑкӗсенчен юн юхать. Лозневой сыхлансарах сарайне кӗчӗ. Лашана хирте, арӑма килте ан шан. — Лайӑх хыпар, — терӗ ӑна Кирила Петрович, — эпӗ Дубровские тытрӑм. Вӑл хӳтӗлесе пыраканни тени пулать, унта ҫур ротӑ пехотӑ та тата пӗр тупӑ пулать, вӗсем Владикавказран Кабарда урлӑ Екатеринограда ҫӳрекен лавсене хӳтӗлесе пыраҫҫӗ. «Питех те кая юлчӗ ӗнтӗ, халӗ Беккин хӑтӑлмалли те ҫук!» — терӗ Том хӑй ӑссӗн. Икӗ уйӑх каярах атте ҫӑхан пек хураччӗ, халӗ ӳссе кайнӑ сухалӗ ҫурри кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ те ҫавах, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ юр пек шурӑ… Вӑл темле асаплӑ кулӑпа кулман пулсан, — эпӗ, тен, макӑрман та пулӑттӑм, кунта ниепле те тӳсеймерӗм… — Анчах шурӑ ҫыннӑн пӗр тумлам юнӗшӗн пӗр тумлам вутлӑ шыв! Старик ун ҫине тӗксӗммӗн пӑхса! илчӗ те килӗшетӗп тесе пуҫне сулчӗ… Унта ӑна, ухмаха, усси пӗтӗрме вӗрентнӗ те, вӑл килте те ман арӑм умӗнче усси пӗтӗркелеме тытӑнчӗ. Рота командирӗ, Слива капитан, ӗҫе-пуҫа тӗпчесе пӗлме уттарчӗ. Старик хыпаланса ӳкрӗ, пуҫӗпе сула-сула илчӗ; вара, ҫывӑхрисем ҫине хӑюсӑррӑн пӑхкаласа, трап тӑрӑх анма тытӑнчӗ. Ку чӑтма ҫук япала вӗт — ыттисене мӗн тери айван та йӗрӗнчӗк тесе шутлаҫҫӗ вӗсем! Чӳрече ани ҫине уртӑнса, пурте урамалла пӑхрӗҫ. Килхушшинчен урамалла халӗ лафет ҫине лартнӑ хӗрлӗ тупӑк вӑрахӑн шуса тухнӑ. Вӑл диван ҫинчен сиксе тӑчӗ те, хӑйӗн хулпуҫҫи ҫине сарӑхса кайнӑ горностай тирлӗ бархат кӗрӗк тирпейсӗррӗн уртса ячӗ, вара:— Сывӑ-и, Victor, — тесе Ситников аллине чӑмӑртарӗ. — Малалла иртсемӗр, юлташ, ларӑр, — сӗнчӗ Яков Лукич. Хӑй юрлама пит юратать пулсан та, ҫав кунсенче юрламасть, юрланисене те илтмен пек пулать. Ват ҫынсем — акӑ хӗвел тӗттӗмленме пуҫласанах, Тришка кунта килсе ҫитет, тетчӗҫ. Сӑмахсем каласчӗ! Тӗрӗс ӗнтӗ, виҫӗ ача вилетчӗҫ; Лантенак вӗсене хӑтарчӗ. Давыдовӑн, Шалыйран илтни ҫинчен шухӑшласа пӑхас тесе, часрах пӗччен юласси килетчӗ, анчах Хопровсене мӗнле вӗлерни ҫинчен пуҫланнӑ калаҫу пӗтмен пирки вӑл упа евӗр сулкаланарах утакан тимӗрҫ хыҫҫӑн кайрӗ. Анчах, инкеке, килекенсем пурте васкакан тата ӗҫлӗ ҫынсем, вӗсемпе килӗштерме питӗ йывӑр, светски ҫынсем пулнӑ пирки вӗсем ыттисем пек мар, ытла та чӑтӑмсӑр. — Эпӗ санпа ҫеҫ ырӑ кӑмӑллӑ. Мужик те-ҫке лаша сутӑн илме пултарать, укҫине кӑларса парать те лашине илет. Эх, кӗҫҫе! Сывлӑш ҫавӑрма ирӗк парӑр-ха… Шапасем кваклатин ҫеҫ каҫхи шӑплӑха ҫурса тӑрать — вӗсене Камерон карапсен верфӗнчи мӑк ҫапакансен ӗҫ шавӗпе, пӑра пӑраланӑ чухнехи саспа, тимӗр хуҫлатнӑ саспа танлаштарать. Анчах та, сада тухса нӳрлӗ ҫӗр ҫинчен хӑпаракан ҫӑра та ӑшӑ шӑрша тарӑннӑн сывласа илсен, унӑн пуҫне пӑшӑрхануллӑ шухӑшсем кӗрсе тулчӗҫ, вара унӑн ҫемҫе кӑмӑлӗ ҫавӑнтах таҫта кайса ҫухалчӗ. «Е мана карап ҫинчен тухса кайма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗр ҫине кайӑп». Вараланчӑк ураллӑ йӗпе лавҫӑсем кӗрхи шӑна пек сӳрӗккӗн, ыйхӑллӑн утса ҫӳреҫҫӗ е туртасем ҫинче лараҫҫӗ. — Мӗн? — Мӗн тӑвасшӑн-ха эсир ҫапах та, господин Паганель? Сердюк чееленсе темӗн кӗтнине чухлать Воропаев. — Черечӗ ман мар, анчах 8-мӗш рота командирӗ сывӑ мар та, ротӑра мӗн пурри те пӗр прапорщик кӑна тӑрса юлать, ҫавӑнпа эпӗ Непшитшетски поручик вырӑнне бастиона хам кайма килӗшрӗм, тесшӗнччӗ вӑл. Китайра тӑватӑ пин ҫул каярах тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнӗ. Мӗншӗн каламастӑн? — тепӗр хут ыйтрӗҫ казаксем. Шӑпах ҫак ответ хыҫҫӑн манӑн следовательница манпа тӳррӗн калаҫма пуҫларӗ. Пуля Радубӑн пуҫӗ патӗнченех вӗҫсе иртсе, унӑн ҫур хӑлхине татса кайрӗ, Хӗллехи Юрӑҫӑ тепӗр пистолетне ҫӗклерӗ, анчах Радуб ӑна тӗллеме те памарӗ. Уҫӑ чӳречерен ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ ҫилӗ вӑркӑшса кӗрет; сӑртсемпе лапамсенчен килекен чечек шӑрши лӑпкӑ ҫилпе хутшӑнса каять; йӗри-тавра никам пӑсман шӑплӑх тӑрать; пурте ялкӑшса ҫиҫет; пур ҫӗрте те ырӑ. Вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫакӑн пек шухӑшласа ларнӑ: акӑ вӑл вилес пекех чирле выртать, мӑнаккӑшӗ ун патнелле тайӑлнӑ та каҫару сӑмахӗ те пулин кала тесе ӑна тархаслать; анчах Том пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнать те сӑмаха каламасӑрах вилсе каять. Вӑл ӑна кулса:— Ҫаплах, — терӗ. Анчах вӑл задани мар тетӗп-ха эпӗ, вӑл Михаил Васильевичӑн хӑйӗн ӗҫӗ пулмалла. Вӑл кӑна кӗтмен, Аркадий вара, кӑмӑлӗ тулнипе, хӗрелсех кайрӗ. — Унӑн сӑнӗ пек сӑна эпӗ халиччен нихҫан та курман, — вӑл темӗнле вӗҫӗмсӗр асап куракан ҫын! Ҫанталӑкӗ ҫиллӗ, сана витӗр ҫапма пултарать! — асӑрхаттарчӗ амӑшӗ. Ҫавна ҫынсем пӗлнӗ, куккана вырӑнсӑр тӑратса хӑварнӑ, вӑл арестантсене ҫӗрле хулана «уҫӑлса ҫӳреме» янӑ тесе суда панӑ. — Эсӗ мӗнле кӗлӗсем вулатӑн? Ҫаксене пурне те туса пӗтерсен вӑл сасартӑк хӑраса ӳкрӗ; вӑл мӗнпур пек тӗркисене тата тепӗр хут сӳтрӗ те шӑрпӑксене тата тепӗр хут шутласа тухрӗ. Суда мӗн кирли ҫинчен те, вӑхӑт ытла нумай иртнипе суда мӗн кирлӗ марри ҫинчен те каласа патӑм ӑна эпӗ. Хама аялта ларса савӑнма май паманшӑн эпӗ Дмитрие те, Безобедова та хытӑ ҫилентӗм; Эпӗ Сирӗншӗн кам пулнине Эсир сӑлтавсӑрах маннӑ; Голышев ҫакӑн ҫинчен пӗлмест тата ӑнлантарса пама ыйтса ҫыру ҫырса ярать пулсан, нумайӑшӗ, тепӗр енчен, Сирӗн ответ тӗрес мар пулнине кӑтартса парӗҫ, мӗншӗн тесен эпир пӗр-пӗриншӗн кам пулнине вӗсем пӗлеҫҫӗ. Хӗрхенӳ пирки. — Австралин тӗлӗнтермелли япалисем татах та нумай-и вара? Сотскисем! Ҫулла пурне те канас шухӑш ҫавӑрса илет. Ҫавна кура Корчагин хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсене путёвкӑсем, пулӑшусем тупса парса, пӗтӗмпех санаторисене ярса пӗтерет. Чӑтлӑх, чӑтлӑх, ҫапла-и? Леш подпрапорщик музыкҫӑсенчен пӗрне пӳлӗм тӑрӑх хӑвалама пикеннӗ те ӑна пуҫӗнчен пӗтӗм вӑйпалан параппанпа тӳнлеттерет. Кустӑрма ҫине пульӑсем пырса ҫапӑнчӗҫ, ахӑр, куҫтӑрмаран турпас таткисем сирпӗнме пуҫларӗҫ, пӗр турпас татки манӑн питех пырса ҫапӑнчӗ. Тепӗ вунӑ минутран эсир вӑрманта, хӑрушсӑрлӑхра пулатӑр… Анчах эпир санпа иксӗмӗр хамӑрӑн тӑван совет влаҫне вӑрҫчӑр тесе ҫапӑҫман, ҫук, уншӑн мар! — -кӑшкӑрчӗ Нестеренко пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫинҫе сасӑпа. Сквайр пӑшалне ҫӗклерӗ, веслапа ишекенсем чарӑнчӗҫ, эпир кимме тан тытас тесе хӗрринерех лартӑмӑр, пурте ӑнӑҫлӑнах пулса иртрӗ, кимӗ ҫине пӗр тумлам шыв та кӗмерӗ. Граф хӑй сӑмахне пуҫларӗ ҫеҫ, Гинка ун сӑмахне хӑй вырӑнӗнченех суфлер пек каласа тӑчӗ. Павел хӑй пурӑнӑҫӗ ҫав тери хӑвӑрт улшӑннине хӑй те ӗненмест. — Мӗн, ыратать-им? Ҫулҫӳревҫӗсем тӗнче уҫлӑхне ракетӑпа вӗҫсе кайсан, вӗсем шалти кирек хӑш планета ҫине те пырса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Ленинградран мана Балашова ячӗҫ, ҫапла ӗнтӗ эпӗ летчиксен пӗр шкулне пӗтернӗ хыҫҫӑн тепринче — хальхинче ӗнтӗ чӑн-чӑн инструктор патӗнче, чӑн-чӑн машинӑпа вӗренме пуҫларӑм. Нтамӑран Еллала патне ҫити юханшыв ҫинче шывсиккисемпе кӗрленчӗк вырӑнсем черетленсе пыраҫҫӗ иккен. * * * Ҫук, ӑна нимӗн те пулман — нимӗн те! Ҫынсем халӑх куҫ умӗнчех пурӑнаҫҫӗ; сӗтелӗсене пӳрт алӑкӗсем умне лартса урамрах апатланаҫҫӗ; хӗрарӑмсем, чиркӳ алкумӗнче ларса, суранланнисене ҫыхма мамӑк вырӑнне усӑ курма ҫитсӑран ҫип сӳтеҫҫӗ, марзельеза юрлаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра хӑйӗн салтакӗсемпе пӗрле Каи-Куму курӑнчӗ. Аякра пулсан та Гленарван ӑна аванах палларӗ. — Эсир те кӑмӑл тӑвӑр, сирӗнсӗр май ҫук. Пӗчӗк хумсем пырса ҫапӑнакан кукӑр-макӑр, ҫийӗнсе пӗтнӗ ҫыран хӗрринче вӗтӗ хӑйӑрпа унта-кунта авалхи чӗрчунсем пытанса пурӑннӑ вӗтӗ раковинӑсем тӗмӗн чухлех. Ниме тӑманскер ҫеҫ… Ку Исидора Джеральд патне ҫырнӑ ҫыру пирки пулнӑ. Манӑн чун пӗрремӗш хут ҫавӑнта лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ… Имшеррисен аллинче пулсан, эпир ӑна вӑйпа илетпӗр. Питех вӑйлисен аллинче пулсан, эпир «Дункан» ҫине Америка ҫӗрӗн хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранӗнче ларатпӑр та Буэнос-Айреса каятпӑр, унта пирӗн майор Мак-Набс пӗр отряд пуҫтарса илсен, вӑл отряд Аргентинӑн мӗнпур провинцийӗнчи индеецсен йӑхӗсене ҫӗмӗрсе тӑкма пултарӗ. Эпӗ хуҫана каласа параттӑм: «Эпӗ ӗҫленипе эсӗ пӗр тенкӗ выляса илсен, яланах вунӑ хут ытларах ҫухататӑн» теттӗм, анчах вӑл мана куҫ хӗссе: «Юрать, пӗлмӗш пулса тӑрах!» тетчӗ. Кӑштӑрка резинӑран тунӑ наконечник тӑхӑнтарнӑ патака ҫӑварне хыпнӑ та Шура Найденов, ҫав патакпа страницӑсене уҫа-уҫа, пӗр уйрӑлмасӑр темӗнле кӗнеке вулать. 1769 ҫулти октябрӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗн хӗррине чапа тухнӑ Кук ҫитсе ларнӑ. — Мӗн ҫитмест вара сана, тӑлӑх ача: аҫу-и е аннӳ-и? Лешӗн аллинче темӗнле кӗнеке курӑнса кайрӗ. Эпӗ, ҫак япала, вӑрӑ-хурахсемшӗн кирлӗ марскер, унӑн аллине мӗнле ҫакланни ҫинчен шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗм, вӑл чӗркуҫҫи ҫинчен тӑчӗ те, пурте ушкӑнпах ҫурт еннелле утрӗҫ. Хӑй — вӗреннӗ-ха тата! Унта Германин чи лайӑх лётчикӗсене пухнӑ. Ку эскадрӑна юлашки хут Сталинград патӗнче аркатса тӑкнӑ пулнӑ та, кайран ӑна нимӗҫсен тылӗсенче, таҫта инҫетре ҫӗнӗрен формӑласа ҫирӗплетнӗ. Манӑн аннен упӑшки (эпӗ ӑна атте тесе чӗнеттӗм) Зоммерблат графран ҫӗр тара илсе пурӑнакан ҫынччӗ. Кам пӳрчӗ-ши ку? Лашасен хатӗрӗсемпе михӗсене ҫутӑ тӗслӗ краскӑпа сӑрланӑ, ҫавӑнпа темиҫе километра тӑсӑлса каякан ушкӑн тӳрем вырӑнта шуса пыракан симӗс те кӑвак пысӑк ҫӗлен пек туйӑннӑ. Кун пек ҫанталӑкра ларнӑ ҫӗртех ҫӗрсе кайма пулать! Ҫырма тӗпнелле анатпӑр. Ҫил самантлӑха лӑпланчӗ, пуртӑ качлатса каснӑ сасӑ уҫӑмлӑнах илтӗнет. — Карт туртса ил! — команда пачӗ Ерофей Кузьмич. Этем кӑна ҫакна пӗлмест, пӗлме те шутламасть. Эпӗ ывӑнтӑм. Ачасене питӗ юрататӑп та вӗт, анчах хамӑннисемпе савӑнма турӑ хушмарӗ; пулать вӑл ун пекки, йӗкӗт… Эй, дежурнӑй! Темиҫе минут ӗшенсе ҫитнӗ лаша мӗшлетнипе ӳсӗрсем кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗннӗ, кайран мӗшлетни илтӗнми пулнӑ, унтан сасӑсем те чарӑннӑ, ҫук пулнӑ. Кайран, хутора чупса ҫитсен тин, вӑл эсӗ пулнине чухларӑм. Маякин чӑнкӑртатуллӑн вӗҫленнӗ хирӗнчӗк сасси хӑй хыҫҫӑн хӑлхана хупласа илекен савӑнӑҫлӑ мӗкӗрев ҫӗклесе янӑ. Йывӑҫсем хыҫӗнчен ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫуттипе пит илемлӗ хӗр чупса тухнӑ. Халь пурте Стефчов тӳрре тухрӗ тесе шутлаҫҫӗ. Урӑх хӑрушлӑх пуласси те палӑрман пек туйӑннӑ. Вӑл «чӗп куҫ» ҫутса ячӗ, анчах ӑна ҫӳлтен пиншакӗпе хупларӗ, ҫутӑ кӑшт кӑна хӑварчӗ, унӑн ҫинҫе пайӑрки охрӑпа сӑрланӑ урайне чалӑшшӑн ӳкрӗ. Эпӗ Толстоя та вуланӑ, анчах — полицейскине интереслекен сочиненисене мар иккен. — Эсӗ вӗри плита ҫинче ҫуралнӑ-и вара? Тискер ҫынсем сӑвайсем хушшипе серепе карнӑ пулсан, — кун пекки час-часах пулкалать, — пирогӑпа иртсе кайма тӑрмашни пурне те хускатни ҫеҫ пулать. Юлашкинчен, ир пуласпа, тул ҫутӑлма пуҫланипе ҫӑлтӑрсем пурте сӳнсе ларсан, Уҫӑп мана каларӗ: — Куратӑн-и, авӑ мӗнле шутласа кӑларма пултаратӑп эпӗ. Савельич сӑмахӗ тӗрӗсех. Ривэра хӑй илтни ҫинчен нимӗнпе те паллӑ паман. Вӑл ҫакӑн пек тӗлӗнмелле саламланине хирӗҫ ответ памасӑр — ку саламра вӑл хӑратма тӑрӑшни сисӗннӗ — Яков шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ те кӗсйери револьверне ҫатӑрах пӑчӑртарӗ. Тепринче, Даша инкепе калаҫнӑ чухне, вӑл такам пирки: «Ухмахлӑхӗ ытлашшипех пур», — терӗ. Пурте ӗлӗкхине аса илтернӗ пулӗччӗҫ. — Тӗрмере! — терӗ амӑшӗ, ассӑн сывласа. Пушарсем тата тупӑсем кӗрлени хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ. Унтан, мана «шкапне» лартса, сӗтел ҫинчи эрехне хӑвӑрт пуҫтарчӗ те, ҫыру сӗтелӗнчен темӗн кӑларса ҫӑварне хыпрӗ, ҫӑварне карсах сывларӗ те алӑк уҫма утрӗ. Ман пурнӑҫӑн патши! — кӑшкӑрать Суламифь нӳрӗ тӗттӗмелле. Старӑстӑ пичет ҫеҫ хурать, унта мӗн ҫапӑннине хӑй те пӗлмест… Уэлдон миссиспа унӑн юлташӗсем шхуна ҫине ларса якоре ҫӗклеме вӑхӑт ҫитсен, Халл капитан хӑйӗн пассажирӗсемпе калаҫма пычӗ. — Каламасӑрах паллӑ, Уэлдон миссис, «Пилигримпа» кайма килӗшнӗшӗн эсир пӗтӗмпех хӑвӑр яваплӑ пулатӑр. «Ырӑ пулма тӑрӑшатӑн» тени мӗне пӗлтерет? Верфь стапӗлӗсенчен тин ҫеҫ шыва янӑ «Дункан» Клайд заливӗнче сӑнавлӑ ишсе ҫӳренӗ, халӗ хӑйӗн портне — Глазгона тавӑрӑннӑ. О, мӗншӗн, мӗншӗн ӑна ҫех пӑхӑнса пурӑнмарӑм эпӗ! Вӑл салху ларассинчен часах ним палли те юлман. Эпир ҫуран таврӑнтӑмӑр, Зухин ҫул тӑршшипех чӗнмесӗр, пӳрнине пӗрре сӑмсин пӗр енне, тепре тепӗр енне тытса, вӗҫӗмсӗр хуллен нӑшӑклаттарса пычӗ. «Итле-ха, пан, эпӗ пана йӑлтах каласа парӑп», терӗ жид: «шӑй-шай пуҫланнине илтсенех тата хула хапхинчен ҫарсем кӗнине курсанах эпӗ, кирлӗ пулмӗ-и тесе, хампа пӗрле ахах пӗрчисемлӗ ҫип тарахӗ илтӗм, мӗншӗн тесен хулара хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пyp; хитре хӗрсемпе дворян хӗрарӑмӗсем пур-тӑк, терӗм, ҫимелли ним те ҫук пулсан та ахаха илеҫҫех, терӗм. Ытла аскӑн пулнипе, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе хутор тӑрӑх, сӗтӗрӗнсе ҫӳресе, ӑна ҫӗрле кӗрт йыттисен кӗтӗвӗ тапӑннӑ пулмалла, вӗсем вара, хӑвалама пуҫласа, ӑна правлени тӗлӗнчи пусӑ урлӑ сиктернӗ. Куҫа хупнӑ пулать? Юлашкинчен вара ун вырӑнне ӳсӗр оратор ним таттисӗр хыттӑн харлаттарни илтӗнме пуҫларӗ. Унтан вара вӗсем пӗр пысӑк уҫланка пырса тухрӗҫ те, Костя лесник пӳрчӗ ларнине курчӗ, — пӳрчӗн тӑрри макланса ларнӑ, чӳрече хупписем, чалӑш-чӗлӗш ҫакӑнкаласа тӑраҫҫӗ. Сывӑ пултӑр революци! — Юрать, — терӗ Дик. Симурден унтан:— Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? — тесе ыйтрӗ. Ӑна акӑ мӗнле ӑнлантармалла. Таптаннӑ ҫӗлен ураран сӑхасшӑн пулса пуҫне ҫӗкленӗ чух ӑна лапчӑтса вӗлермелле, вӑл пит илемлӗ кӗрешӳ, этем хӑйне ҫӑлас тенӗ туйӑмпа кӗрешет иккен — вӑл паттӑр кӗрешӳ, пӗтӗм этемлӗх ячӗпе вӑйне хӗрхенмест пулсан — вӑл таса кӗрешӳ. Вӑл пӗр кӑкшӑм сивӗ шыв илсе кӗчӗ, витрери ӑша шыва урайне тӑкрӗ. Ку ҫав тери хӑвӑрт пулса иртрӗ, Гаврила ҫак мӑйӑхлӑ, хытанка вӑрӑ умӗнче чухне туйса тӑнӑ йывӑрлӑхпа сехӗрленни сирӗлсе кайнине сисрӗ. Литабарубӑран Ливингстон 1853 ҫулхи январӗн 15-мӗшӗнче тухнӑ. — Чӑн, эпӗ хаяр! Вӗсем иккӗшӗ те кунтан май килнӗ таран хӑвӑртрах пӑрахса кайма васканӑ пек туйӑннӑ. — Ҫука юлӑп-и эп, юлмӑп-и, ыйтса туса ан тӑр манран. — Мӗншӗн тесен эсир Инди ҫурутравӗнчен минутсерен аяккалла кайса пыратӑр! Эпир алӑксем патӗнче, ҫӑва ҫинче, маччасем ҫинче ҫӗр выртса пурӑнтӑмӑр. Пӗрисем, ун патне пырса, ырласа калаҫрӗҫ: — Ӗҫе тытӑнтӑн пулать, Ниловна? — Эпӗ сирӗнпе усӑллӑ япаласем ҫинчен калаҫма тӑрӑшатӑп, Анна Сергеевна. Профессора хирӗҫ манӑн пӗтӗм ӑш-чикӗм тулса ҫитрӗ, анчах вӑл эпӗ каланине хӑлхана та чикмест. — Майор! — Эс ӗнтӗ паян ниҫта та ан кай. — Ҫынсене наркӑмӑш панӑ пекех пӑснӑ! Авланакан каччӑ пек килмен иккен вӑл ӗнер. Мересьев журнала хуллен кӑна шӑлса якатрӗ те, поручик сӑнне куҫ хӗссе илчӗ. Оленин пӗрмай хӑй тавра, витӗр ҫутӑлса тӑракан ешӗл ӳсентӑрансем ҫине, анса пыракан хӗвел ҫине тата таса тӳпе ҫине пӑхрӗ те хӑйне хӑй каллех ӗлӗкхи пекех телейлӗ туйрӗ. Пӗчӗк хӗрӗн ачалла мар йӗркеллӗ калаҫӑвӗнче, пӗр тикӗс те лӑпкӑ хускалӑвӗсенче, шухӑшлӑн пӑхакан тарӑн та сенкер куҫӗсенче ашшӗпе амӑшӗн кая юлса амаланнӑ тӳлек юратӑвӗ палӑрса тӑрать, теме пулнӑ. Вӑл хӑй уласа йӗрсе ярас патнех ҫитнине туйса илчӗ, хӑраса кайрӗ. Ҫапла Пурдей-Моор тунӑ ытармалла мар карабин Мак-Набс майор аллинчех тӑрса юлчӗ. Доктор, эсир унпа пӗрле ҫав вырӑссен тӗттӗм кӗтесне кайса курас теместӗр-и? Тилӗсем, паллах, лашисене нимӗн те тӑваймӗҫ, анчах, чеескерсем, чӗлпӗрсене кӑшласа татӗҫ те, вара лашасене те ирӗке тухса кайма аван пулӗ. Юнашарах, канава хӑяккӑн кайса ӳксе, тусанлӑ кустӑрмисене ҫӳлелле тӑратса виҫӗ тонна тиемелли ванчӑк машина выртнӑ. — Ил теприне! — терӗ Халл капитан. — Ним тӗлӗнмелли те ҫук! — хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ Джек. Сӑмахран, Гибралтар — Испанин столици. Ҫапла каларӗ-и? Пурте пӗлнӗ — вӑрҫӑрисем ӗнтӗ кашни кун вилӗм ҫинче ҫӳренӗ, ҫавӑнпа вӗсенчен никам та хыпар илмен. Мӗн тӑвӑн? Юмӑҫ пӑхмалли кӑна юлнӑ. Пуҫ ҫине шыв ямалла мар-и? Эрнерен хам пырса пӑхатӑп… Фома, ун ҫине пӑхсан, ӑна шанмасӑр тӑма пултарайман, — сӑнӗ ун ытла та таса пирӗштийӗнни пек пулнӑ. Кайран тӗрмере, хамӑн шухӑш-кӑмӑл йӗркисем йӑлтах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ҫитсен, эпӗ ҫав минут ҫинчен чылай шухӑшларӑм, мӗн аса илме май пур, ҫавна аса илтӗм. — Эпӗ хутла пӗлетӗп, — терӗ вӑл, — автомобиле самаях чухлатӑп. Володя ташлама питӗ нумай ҫӳрерӗ, атте те хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе пӗрле балсене час-часах кайрӗ; анчах мана е ытла ҫамрӑк, е унашкал йӑпанусене ҫӳреме пултараймасть тесе шутларӗҫ пулмалла, балсем тӑвакан килйышсемпе мана никам та паллаштармарӗ. Астӑвӑр, кайран сире куҫҫуль те ҫитмӗ! — терӗ тем систерсе. — Тасал шуйттан шӑтӑкне! — йынӑшуллӑн кӑшкӑрса ячӗ ун ҫинелле Ромашов — Тасал, тасал, ман пата пӳлӗме кӗме хӑю ан ҫитернӗ пул. Вагонсен ванчӑкӗсене тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫунтарса пӗтерекен вута пуринчен малтан скваттерсемпе вӗсем патӗнче ӗҫлекенсем сӳнтерме иккӗн пикенчӗҫ. Чӳрече кантӑкӗ ҫӗмӗрӗлнӗ. Пирӗн вӗсене пӗр пӗрчӗ те памалла мар! Громобой князь вилнӗ. — Ҫук, тӗттӗмре чухласа илеймерӗм, хӑратасса вара, савнийӗм, вилеслех хӑратса пӑрахрӑн! Хисеплӗ ҫемьерен тухнӑ ҫамрӑка пӑхса савӑнмасӑр та тӑраймастӑн, вӑл овществӑра чаплӑ ҫынччӗ, хӑйӗн ырӑ йӑхран тухнӑ юнне пысӑк ӗҫшӗн юхтарма май пур чухне, ҫак Тург-Говэн замокӗн викончӗ, Бретань принцӗ, унтан, йӑхран йӑха куҫакан тивӗҫпе Франци мэрӗ пулма, тепӗр майлӑ каласан, ӑс-тӑнлӑ ҫын ҫӗр ҫинче мӗн ӗмӗтленет — ҫавна илме май пур чухне, сирӗн пек ҫын пулассине тата тӑшмансем хӑй ҫине вӑрӑ-хурах ҫине пӑхтарнӑ пек пӑхтарнине, тусӗсем ухмах вырӑнне шутланине мала хунӑ. — Паян та ҫапӑҫу пулмасть. Ровоама хаджи текех чӑтса тӑраймарӗ:— Ҫухал куҫ умӗнчен! Тухса кай халех, куҫӑм ан курнӑ пултӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр ҫавӑнтах Радӑна тӗксе кӑларса ячӗ. Сивӗсемпе пӗрле килекен юмахри пек шӑплӑх тӑрать. Мэри те ҫавах. Амӑшӗ: «Ачамсем!..» тесе кӑшкӑрать. Тӗрӗс ҫул ҫине тухассине вӑл ӗненсех тӑрать. Ӑна выльӑх пуснӑ ҫӗрте ҫакса вӗлерчӗҫ. Артур вара Монтанеллине турӑ вырӑннех хуратчӗ; питӗ лайӑх астӑватӑп, вӑл мана пӗррехинче: падре вилсен, эпӗ шыва сиксе вилетӗп, терӗ. Монтанеллие вӑл яланах падре тесе чӗнетчӗ. — Ӑслӑ ҫынсем пур ҫӗрте те кирлӗ. — терӗ Вячеслав Михайлович. — Чей ӗҫетӗр? Виҫӗмҫул, раштавра, Сайлас йысну «Лалли Рук» ҫинче Ҫӗнӗ Орлеанран таврӑннӑ чух цилиндр пуҫӗ ҫурӑлса кайнӑ та, пӗр ҫын чӑлахланса юлнӑ. Пӑрахучӗ кивӗскер пулнӑ. Тӗлӗрекен уҫланкӑсенче тата йывӑҫсем сайралнӑ ҫӗрте хӗрлӗ те шӑршлӑ шывпа тулнӑ шурлӑхсем курӑнкалаҫҫӗ. Енчен-енне тайкаланса, хӑйӗн штангипе кӳлленчӗкри юр шывне хыртарса, шӑпӑртаттарса, райисполком фордикӗ килсе кӗчӗ. Чипер юл!» Коробка ҫав майпах чикӗ урлӑ каялла каҫать, вара красноармеец асӑрхамасӑр закона пӑсса хурать:— Хӑвнах пултӑр, манӑн тата пур, — тет. Ак хайхи пӗлтӗм те унӑн мӗнӗ улшӑннине — куҫӗсем иккен. Вара пӗр-пӗрине алӑран тытса (кун пек ҫӳрени вӗсен шкулта вӗреннӗ чух та пулман), ҫут тӗнчере пурин ҫинчен те манса кайса, вӗсем Атӑлӑн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗррине кайнӑ. Хӗвел ҫинче тӳлек ҫулсем взрывпа ҫӗкленсе каякан тӑвӑллӑ ҫулсемпе ылмашса тараҫҫӗ. — Мӗнле наказани пулмалла-ши, илтмерӗн-и? Эпӗ тутасене ҫтена ҫумнерех хурса: Пичче!.. — терӗм. Вӗсем пӗр сӑрланӑ пысӑк кимӗ тата кӗсменҫӗсем шыраса тупрӗҫ, унтан хӗрарӑмсене чӗнчӗҫ. Огнянов тинех Кандов еннелле ҫаврӑнчӗ. Ҫук ӗнтӗ, луччӗ эс ирӗк пар мана хам сӑмаха тытмасӑр хӑвармашкӑн. Унпа пӗрле мӗнпур хула савӑнать. Гленарван кӑтартса панӑ пысӑк ӗҫ ҫинчен ҫавӑнтах телеграммӑпа Мельбурнпа Сиднея пӗлтерчӗҫ. Протокола алӑ пуссан, Гленарван «Виктори» гостиницине тавӑрӑнчӗ. Австрали ҫӗрӗнчи юлашки каҫ вӗсен салхуллӑн иртрӗ. Пурте экспедицин ӗҫӗ ҫак ҫӗр ҫинче ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен, хӑйсен ултавлӑ шанӑҫӗсем ҫинчен шутлаҫҫӗ. Сывлӑмлӑ курӑк йӗр йӗрлекеншӗн таса хут листи пек пулнӑ, кӑвак мустанг йӗрӗ вара, ҫаптарса кӑларнӑ кӗнекери йӗркесем пекех, уҫҫӑн курӑнса тӑракан дрифт вырӑнне пулнӑ. Телейлӗ, пӗр темле витӗр-уҫӑмлӑ самант хушшинчех ӑнкарса илчӗ вӑл унра мӗн пуррине пӗтӗмпех: малашлӑх курӑмне, асӑрхануллӑ перекетлӗхе, шута. Манпа калаҫакан ҫын эпӗ ҫакнашкал тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен нихҫан та илтменнине пӗлсен питех те тӗлӗнчӗ, вӑл ҫийӗнчех мана вӗсем ҫинчен ӑнлантарса пама васкарӗ. — Неушлӗ Севастополь ӗнтӗ ку? — ыйтрӗ шӑлнӗ, ту ҫине хӑпарса ҫитсен. — Кирлӗ мар. Сасси хуллен те вӑйсӑррӑн янрани тӗлӗнтерчӗ ӑна. Чиркӳ юрри тесен, вӑл вилсе каять, тӗрӗк чӗлхине пит юратать. «Ниушлӗ Нестеренко пулӑшмӗ-ши вара?» — Шанатӑп, эсир Флинт ҫинчен илтнӗ пулас? Мӗнле йӗркене пӑсни ҫинчен ӑнлантарса пама Макара аван мар пулчӗ. Вӑл, шухӑшлать пулӗ… — Джемма, эсир мана ӑнланайман! — кӑшкӑрса ячӗ Артур ун патнелле утса. — Ан кил ман патӑма! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те Джемма каялла чакрӗ. Праҫниксенче ҫамрӑксем киле ҫӗрле, питӗ кая юлса, ҫурӑлса пӗтнӗ тумпа, пылчӑкланса, тусанланса, суранланса пӗтнӗ пит-куҫпа, хӑшӗсем хӑйсен юлташӗсене епле хӗненипе усаллӑн мухтанса, теприсем кӳренсе, тарӑхса, кӳреннипе макӑрса, ӳсӗр те мӗскӗннӗн, телейсӗр те йӗрӗнмелле пулса таврӑнаҫҫӗ. Сехет ҫурра яхӑн иртрӗ. Кӳршӗ ҫынни патне каллех почтальон пычӗ. — Тухтӑр ун ҫине пӑхса илчӗ те, сӑн-питне хӑрушлатса, шӑлне ҫыртса:— У-у, юншӑн антӑхаканскер… — терӗ. Ӗҫӗм ытла пахах мар, анчах кашни хӑй тума пултарнӑ ӗҫе туса пырать ӗнтӗ. Ҫак самантра автан авӑтса ячӗ. — Венӑра эпӗ чи малтанах хӗрарӑмсен урисене асӑрхарӑм. — Ҫывӑртӑн-и? Эпӗ сиртен ҫакна ыйтатӑп, — терӗм эпӗ хыттӑн, унтан Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнтӑм, — хӳтӗлекенсем пулмасан, пирӗн шкулта ҫакӑн пек Ромашов пурӑнма пултаратчӗ-и? Ӑҫталла ишес-ха? Кулли унӑн аван. Пурнӑҫӗ ҫавӑн пек, ненькоҫӑм! Дик Сэнда асаплантарма пултаракан Гарриспа Негоро ҫук чухне тискер ҫынсем хӑйсене шурӑ ҫынна евӗклӗ тыткалӗҫ тесе ҫеҫ шанчӗ. Вӑл ӗлӗкхи кая юлнӑ тата чухӑн техника ҫинче тытӑнса тӑнӑ. Кругӑн юлашки минучӗ ҫывхарнӑ. Лассо йӗрӗ татти-сыпписӗр ҫӗлен йӗрӗ пек явӑнса пынӑ тата вӑл уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ, ун тӑрӑх кайсан, пӗчӗк ача та аташса каймалла мар пулнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне вӗлерчӗҫ-ши? Пурте кӗлетсем патне пуҫтарӑнса тӑнӑ, унтан нумай-нумай сасӑсем хыттӑн кӗрлени илтӗнет. — Ирӗк парсамччӗ, эпӗ сана пулӑшам, Николай, — терӗм эпӗ, сасса май пур таран йӑваш кӑларма тӑрӑшса; хамӑн тарӑхӑва пусарса тата ӑна пулӑшса, эпӗ ырӑ ӗҫ тӑватӑп текен шухӑш мана пушшех ӑшӑ кӑмӑллӑ турӗ. Казачок икӗ тус килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те столовӑйне ейӗлсе, пуҫне тая-тая, каҫару ыйтма хатӗр Антон Пафнутьич Спицын — пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ, ҫаврака та шатра питкуҫлӑ, виҫӗ янахлӑ самӑр арҫын кӗрсе тӑчӗ. Марья Ивановна йӗрсе ячӗ. «Сывӑ пулӑр, Петр Андреич! Урӑх тӗл пулма тӳрӗ килӗ-и, ҫук-и, ӑна пӗр турӑ кӑна пӗлет, анчах та эпӗ сана ӗмӗрте те манас ҫук; хам мӗн ҫӗре кӗричченех пӗр эсӗ кӑна ман чӗрере пулӑн», — терӗ вӑл шӑппӑн. Соломон патша вӑтам ҫулсене те — хӗрӗх пиллӗке — ҫитмен-ха, ун ӑсӗпе илемӗ, ун пурнӑҫӑн ӗлккенлӗхӗпе килӗ-ҫурчӗн капӑрлӑхӗ ҫинчен вара чап Палестина ҫӗрӗнчен чылай-чылай аякка саланнӑ. — Эсир ҫав. Шоферпе юнашар такам, ҫӳлӗ тӑрӑллӑ картуз тӑхӑннӑскер, пуҫне хӑмӑр ҫӑмлӑ ҫухави ӑшне пӗксе ларнӑ; хыҫалти ҫӳлӗ сак ҫинче симӗсрех кӑвак шинеллӗ, каскӑллӑ автоматчиксем сиккеленкелесе пыраҫҫӗ. Мӗн — вара? Темиҫе минут хушши юлашки хут пурте пӗрле пулма хӑна пӳлӗмӗнчи ҫавра сӗтел патне пуҫтарӑнсан, пире мӗн тери хурлӑхлӑ минут кӗтнине асӑма та илмен эпӗ. Килнӗ ҫын ҫӗҫҫине хӑвӑрт вылятать, чӗнмест — тепӗр темиҫе минутран ҫеҫ:— Ну, Давыдов мӗнле? Ку малти пулмасан ҫакнашкал ишсе хӑтланман пулӗччӗ. Палламан ҫын ҫине тӑрсах хушмарӗ. Вӑл надсмотрщик еннелле пӑхнӑ та ӑна та фургон ӑшне кӗме хушнӑ. — Мӗн вара? Сывӑ-и, тӑванӑм. Карт парас мар-и? Манӑн чӗрем нихҫан та лӑпкӑ мар, — яланах унта темӗнле кӑмӑл чӗтренсе тӑрать. Аллипе паллӑ туса вӑл тыткӑнрисене хӑй хыҫӗнчен пыма кӑтартрӗ. Вӑл негр ачине йӑтса пырать. Вӑл пӗрне тумтирӗ аркинчен хытах туртрӗ те майӗпен кӑна ыйтса пӗлчӗ: — Эсир-и ку, Бойчо бай? — Ҫук, ҫынсем тытнине пӑхса ларатӑп, — терӗ Тоня. Тӳпен сылтӑм айккине ҫумӑр пӗлӗчӗсен пысӑк валемӗсем хупласа тӑраҫҫӗ. — Сулахай ҫыран патне тыт! — хушрӗ сых ятне Дик Сэнд. Нагульнов ӑна ман ҫине ҫилленнипе ҫеҫ калать. Морис-мустангер! Гетман мундирӗпе вӑл, сарӑ атӑпа. Ҫӳҫӗ сапаланчӑк, хӑрах куҫӗ кӑшт чалӑшрах, сӑнран пӑхма темле, мӑнкӑмӑллӑ курӑнать, хускалӑвӗсенченех паллӑ ӗнтӗ, ку ҫын ҫынна мӗн те пулин хушма хӑнӑхнӑскер. Кунӗ уяр та сивӗрех. Кӗрхи ҫулҫӑсем йывӑҫ ҫинчен татӑла-татӑла вӗҫсе анаҫҫӗ. Аркадий Павлыч ман ҫине пӑхса илчӗ, кӑшт шӑлӗсене йӗрчӗ те ыйтрӗ: — N`est-ce pas s`est touchant — терӗ. Гето… тӑхта, тӑхта, прапорщик… Илтнӗ-и эсӗ Мольтке ҫинчен? Аслӑ чӗмсӗрҫӗ, фельдмаршал… гето… тата стратег Мольтке ҫинчен? Йӗркене кӗрес тесе пӗр минут хушши чарӑнса тӑрсанах лӑпкӑрах сассипе вӑл малалла калаҫма пуҫларӗ. Ун пӳрнисем мана чӑтма ҫук ыраттарнипе эпӗ куҫҫулӗпех макӑрса нӑйкӑшса илтӗм. Ман аяк пӗрчисене хытӑ хӗстерсе тытнине эпӗ ӑна тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартса ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. Унтан Разметнов ӑнсӑртран крыльца ҫине пӑхса илчӗ те, унта тӑракан Игнатьевна карчӑк вӑйлӑн хӑпарса пусӑрнакан нӑх кӑкӑрне тытса каҫса кайсах кулнине курсан, тӗлӗнсе кайрӗ. Мӗнле герой пулнӑ вара вӑл? Пирӗн агентсем пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл таҫта сирӗн районта пытанса пурӑнать. Мӗн туса тӑратӑн? — Вӑт, суйрӗ-тӗк суйрӗ, — тесе пӳлчӗ ӑна шатра питлӗ те шурӑ ҫӳҫлӗ, мӑйне хӗрле галстук ҫыхнӑ, чавса патӗнче ҫурӑлнӑ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр йӗкӗт: — эсӗ пашпортпа та ҫӳренӗ, анчах улпут санран пӗр пус та оброк курайман, хӑвна валли те эсӗ пӗр тӗпренчӗк те ӗҫлесе илеймен: аран-аран киле сӗтӗрӗнсе ҫитрӗн те — унтанпа ҫаплах пӗр сӑхманпа ҫӳретӗн. — Вӗсем ӗҫлеҫҫӗ те. Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр ун ҫине пӑхатӑп. Лапшиновӑн йӗнерленӗ ҫӑрха лаши урипе юра кукалет, ун тавра, хырӑмсалӑхне хытаркаласа, Любишкин кускаласа ҫӳрет. — Тӑр, чӗппӗм! илтетӗн-и? хӑнасем килеҫҫӗ! Халь итле: эпӗ каланине пӗр сӑмах та ан ман. — Кам пулчӗ-ха унта? — кӑвакарма пуҫланӑ мӑйӑх айӗн кулса ыйтрӗ вӑл. Ҫак хура ҫырла майлӑ кӑвак ҫырлана мӗнле каланине те сасартӑк астуса илтӗм эпӗ, — гонобобель, е сенкер ҫырла тетчӗҫ пулмалла, ҫакна пӗлни темле пысӑк хыпар марччӗ те, ҫапах эп калама ҫук хаваслантӑм. — Ырӑ государь, эсир йӑнӑшатӑр. Ман йӑмӑк — ӑна-кӑна ним те чухламан хӗрарӑм, ялан пӗлӳллӗ ҫынсем пек пулассишӗн айкашса сӗмленет, Егоркӑна та нумай вӗреннӗ ҫын тӑвасшӑн, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах эпӗ Егоркӑна хам тӗллӗн вӗрентнипех те, ӗмӗр-ӗмӗр телейлӗ ҫын туса хӑварма пултарнине пач ӑнланасшӑн мар. Пӑван хула тулашӗнче, Рим хапхи текен вырӑнтан инҫе мар хваттер илнӗ. Туркӑсемпе тутарсан кӗписене тӑхӑна-тӑхӑна яраҫҫӗ тата мӗнпурри хӗмленсе тӑрать вара, шӗл-кӑвар пек… Хӗр хӑй халтан кайса ҫитнине туйса илчӗ. Кайран мана час-часах атте ӳкӗтлесе ӑса вӗрентнине итлеме тиврӗ, вӑл мана: ку паллашӑва «кюльтивировать» тумалла, эсӗ Ивин пек чаплӑ ҫынна ача-пӑчапа аппалантарасшӑн пулни тӗрӗс мар, терӗ; анчах эпӗ пайтах вӑхӑт хамӑн кӑмӑл хушнӑ пек турӑм. Вӑл сывлӑшне лайӑхрах ҫавӑрса илмелӗх канса тӑчӗ те ҫывӑхарах шуса пычӗ, халӗ вӑл мӑнамкӑшне уринчен те сӗртӗнме пултарать. Ҫапла, ку вӑл тӗрӗсех: эпӗ мӗн пӗлнине ҫынсем часах пӗлсе илеймеҫҫӗ-ха. Петр Алексейре темле ют, ӑнланмалла мар япала пуррине сисрӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн, шанмасӑртарах сӑнаса пурӑнчӗ, сӑнанӑҫемӗн ку шанманлӑх унӑн пӗрмай ӳссе пычӗ. Хӗрӗ вунулттӑсенче, лӑпкӑ та кунӗскер, хӑранипе йӑлт шурса кайнӑ. Эпӗ кула-кула тӗпелти пӳлӗме кӗтӗм. — Каяр, — терӗ Эвелина, ура ҫине тӑрса, хӑйне куҫ пӑвнӑ пекех, хальчченех манах ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса ларнӑскер. Мӗнле кӑна айӑпа каҫармастӑн ӑна? Приемнӑйра — вӑл тахҫан пуян особнякӑн гостинӑйӗ пулнӑ пулас — пӑч тӗтӗм тӑрать. Эпӗ ҫӗр сакӑрвунӑ градус ҫаврӑнса, калле Енисей патнелле таврӑнма ҫеҫ пултаратӑп. Эхер вӑл кунта килес тесен, эсӗ ӑҫтине калас-и? Хӗрарӑм тумлӑ икӗ кастрат — Изидӑпа Нефтис — тикӗс кӗвӗллӗ ҫинҫе сасӑсемпе йӗме те пуҫланӑ ҫавӑнтах: «Таврӑнсам хӑв ҫуртна, о хӳхӗм ҫамрӑк. Чӑн-чӑн пулнисемпе тӗлӗкре аташнисем йӑлтах пӑтрашса кайрӗҫ. Макҫӑм хӑйӗн йӑмӑкӗпе калаҫать-мӗн. — Ҫапла, Петр пирки кӑна мар, Эвелина пирки те эпӗ пайтах шухӑшларӑм, — терӗ старик хаяртараххӑн. — Мӗн калаҫмалли пур унта! Пурте пӗтрӗ, уншӑн эпир урӑх нимӗн те тума пултараймастпӑр. Ҫапах, кайран кӑтартнисем патне каймасан та, атте умӗнче тӳрре тухма малтанхисем патне каясах пулать, тесе шутларӑм. — Ҫав пӗтме маннӑ чун халь те сывлать-и-ха? Шерборн вара кулса ячӗ, анчах савӑнса кулмарӗ вӑл, ӑна илтесси хӑйӑрлӑ ҫӑкӑр чӑмлассипе пӗрех пулчӗ. — Итле-ха, Гек, эпир ҫакӑнта ырлӑх тупсан, эсӗ хӑвӑн ҫур тӳпӳпе мӗн тӑвӑттӑн? Тем иккӗленнӗн, куҫ хӑрпӑкӗсене самантлӑха антарать Соломон, анчах ҫавӑнтах каялла ҫӑклет вӗсене. Ман патӑмра ҫынсем ҫичшер ҫул пурӑнаҫҫӗ, полковниксем, Бухмистерова Анна Петровна… Эпӗ хам куҫсене император ҫине пӗр сиктермесӗр пӑхса тӑнипе ҫакна асӑрхаман та. Император мана хӗҫе йӗннинчен кӑларма хушрӗ. Федор Тимофеич, хӑйне ухмахла япаласем тутарма пуҫлассине кӗтнӗ майӑн, пур япала еннелле те пӗр пек пӑхса тӑнӑ. Укҫи чӑнахах та питӗ нумай пуль, мӗншӗн тесен Христофор атте Варламов валли уйӑрса илнӗ ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр тенкӗн ҫыххи, ытти мӗнпур ҫыхӑсемпе танлаштарсан, питӗ пӗчӗк курӑнать. Кофе панӑ ҫӗре каҫ хуплама пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Кам? Трамвай вагонӗ, электромоторӗпе кӗрлесе, Фундуклеевски урампа тапаланса хӑпарать. — Ерипен эсӗ! — тесе пӳлчӗ мана Пугачев. Ҫулран пӑхсан, вӑл пӗр ҫирӗм пилӗк ҫула яхӑн; унӑн вӑрӑм та ҫырӑ ҫӳҫӗсене, кваспа ҫуса якатнӑскерсене, патак пек хытӑ ҫивӗтсене ҫивӗтлесе лартнӑ; сарӑрах тӗслӗ пӗчӗк куҫӗсем саламлӑн мӑч-мӑч хупӑна-хупӑна илеҫҫӗ; пӗтӗм пит-куҫӗ, шӑл ыратнӑ чухнехи пек хура тутӑрпа ҫыхса лартнӑскер, кӑмӑллӑн илӗртсе тӑрать. Эсӗ мана кӳрентеретӗн… — Мӗн тума пусас-ха ман ӑна? Мӗн эсӗ суятӑн? Хӗвел ӗнтӗ хыҫалтан хула леш енчен тухнӑ та хыпаланмасӑр-васкамасӑр хӑйӗн ӗҫне тума та тытӑннӑ. «Индеецсем-и? Хӑй юратакан, хӑй шанакан ҫынсем партие кӗнине унӑн май килнӗ таран чаплӑрах палӑртас килчӗ, ҫавӑнпа та вӑл шухӑша кайрӗ: ҫак паллӑ куна илемлетме тата мӗн тусан аван пулӗ-ши? — Кондрат сассинче тарӑхса кӳренни илтӗнчӗ. Пуҫӗпе Суламифӗн ҫепӗҫ чӗркуҫҫийӗсем патне шӑппӑн тайӑлнӑ та, ӑшшӑн кулса, каланӑ вара патша: — Санччен, о ман хӗвелӗмҫӗм, пин-пин хӗрарӑм панӑ ку ыйтӑва хӑйсен савнийӗсене, сан хыҫҫӑн та ҫӗршер ӗмӗр хушши ыйтӗҫ вӗсем кун пирки хӑйсен савнийӗсенчен. — Кушаксене майӗпен тӗп тӑватӑп. — тӗксӗммӗн тавӑрчӗ Разметнов. Эп пӗлнӗ тӑрӑх, авиаци историйӗнче куй пекки нихҫан та пулман. Ҫак самантра ман пата Лури пырса ҫитрӗ: — вӗҫме пултараймастпӑр, — терӗ вӑл. Доклад тӑваканӗсем ӗҫтӑвакан комитетӑн председателӗ Лисицин тата райкомолӑн вӑхӑтлӑх секретарӗ Корчагин юлташ пулаҫҫӗ. Каймаллах ман! Нимех те лайӑххи ҫук. Ӑҫталла ишсе каятпӑр-ха эпир? Эпӗ эсӗ улпут иккенне ахалех куратӑп», — тенӗ. Вӑл, шартлама сивӗрен хӑтӑлас тесе, кӑмака ҫине хӑпарса выртнӑ та, вӑрӑм урисене алӑк патнелле тӑсса янӑ. Ир тӗлне вара урисене пас тытса лартнӑ, аяк пӗрчине — кирпӗч пӗҫертнӗ. Ҫав вӑхӑтрах ун шанчӑклӑ юлташӗ пуҫ вӗҫӗнче вӑрҫса, ятлаҫса, вӗҫӗмсӗр ӳпкелешсе тӑчӗ. Назарка итлесе Ямка патне чуптарчӗ. — Яланах, пур енӗпе те, капитан. Дефорж ҫула хунарпа ҫутатса пырать. Ҫырӑвӗнче алӑ пусни ҫукчӗ, унта пӗтӗмпе те ик йӗрке ҫеҫ ҫырнӑччӗ: «Балканран антӑм. Аха? Натальйӑна сӑнаса ларса, Никита ӑна амӑшӗн сӑмахӗ хумхантарса янине сисрӗ. Наталья чӗтӗрекен пӳрнисемпе сӗтел ҫиттин ҫӳҫисене пӗтӗркелет, унӑн ырӑ та кӑмӑллӑ сӑнӗ, хӗрелсе кайса, палламалла мар улшӑнса хаярланчӗ. — Кинемей, — терӗ Егорушка, — ман ҫывӑрас килет. Чее сутуҫӑ хӑюсӑртарах хирӗҫлекен Ривӑна, тен погром пулмӗ те, пулсан та сиртен, ҫук ҫынсенчен, мӗн илес вӗсен, тесе йӑпатнӑ. Вӑл, ӑҫталла каймаллине тавҫӑрса илес шутпа, тӗттӗм пӳлӗме тинкерсе темиҫе утӑм ярса пусрӗ. Сасартӑк пӳлӗм варринчи юпа леш енче ларакан вӑрӑм сӗтеле тата ун ҫинче кӑштах ҫуталкаласа выртакан темӗнле япаласене асӑрхаса илчӗ. Ирхине, Хӗвел тухас умӗн, тухӑҫра ҫап-ҫутӑ ирхи ҫӑлтӑр курӑнса каять. Эпӗ ҫав тери хӑраса кайрӑм, чутах йывӑҫ ҫинчен персе анаттӑм. Вӗллере пыл тулли пулнӑ пек, ҫав ҫулсенче ман ӑшра кукамайӑн стихӗсем туллиехчӗ; шухӑшласса та эпӗ унӑн стих формисемпе шухӑшлаттӑм пулас. Ҫав ушкӑн варринче пӗр мӑшӑр мексикански мул кӳлсе янӑ пысӑк мар фургон тӑнӑ. Анчах та, ҫакна ҫирӗппӗн шанса тӑнӑ ҫӗртех, вӑл каллех хӑйӗн юлнӑ парӑмӗсене шутлама, вӗсене тӳлемелли вӑхӑтсене тата вӗсене хӑҫан тӳлеме палӑртнисене шутлама пуҫлать. — Манӑн ачамҫӑ-ӑ-ӑм! — Эпӗ ҫирӗммӗш ҫулта коммунӑна кӗнӗччӗ. Ҫынсем хӑйсемшӗн кӑна тӑрӑшнине пула, ҫав коммуна каярахпа саланса кайрӗ. Хӑй-е те вӑл пӗчӗк, вӑйсӑр, илемсӗр пек туйса илчӗ, хусканӑвӗсем йӑваш, урисем ҫав тери ӳркевлӗ, пӗр-пӗринпе ҫапӑна-ҫапӑна такӑнаҫҫӗ, кӑнттам, ҫаврӑнӑҫусӑр. — Эсӗ пит тӗрӗс калатӑн, ку чӑнах та ӑшӑ пахча: анчах ҫав вӑхӑтрах ку вырӑна тискер кайӑксем пурӑнакан вырӑн тесен тата тӗрӗсрех пулӗ. — Мӗн шуйттанӗ кирлӗ сире кунта? — ӑш кӑмӑллӑн саламларӗ Билль Галлей, ун карапӗ ҫине трап тӑрӑх хӑпаракан ҫулҫӳревҫӗсене. Лаши ывӑна пуҫланӑ, хӑй ҫинчен те тар шыв пекех юхнӑ, час-часах вӑл пилӗк таран юр ӑшне кӗре-кӗре ӳксе пынӑ пулсан та, тарӗ юхма чарӑнман. Ҫапла вара вӗсем пӗр яхта илсе янӑ, ӑна Дункан тесе ят панӑ, унӑн Эдуард Гленарванпа Элена Вӑтаҫӗр тинӗсӗн чи илемлӗ кӗтесӗсенче илсе ҫӳремелле пулнӑ. — Вӑй пӗтсен, мӗн пулӗ сирӗнпе? Вӑл хӑй мӗн тунине те ӑнланмасть, ӑҫта кайнине те курмасть, мӗн тума кайнине те пӗлмест. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл куҫӗсене аллипе хупларӗ, пуҫ тайрӗ. Амӑшӗ чашӑк-тирӗке пуҫтарса кухньӑран тухрӗ те хуллен кӑна ун патне пычӗ. Тепӗр ирхине мана темшӗн тунсӑх пусрӗ те, чуна кӑшт йӑпатас килчӗ. Хӗрӗх ҫулхи «хӗр», кӑпӑшка та хитре поляк хӗрарӑмӗ Тереза Борута, «экономка», ман ҫине ӑратлӑ йыттӑн ӑслӑ куҫӗсемпе пӑхса, ҫапла каларӗ: — Тивер мар ӗнтӗ ӑна, хӗр-юлташсем, — унӑн ҫураҫнӑ хӗрӗ пур пулмалла, — ҫапла-и? Мӗнле?.. Эсӗ халӗ ху начальник, эсӗ ху хӑвӑн ҫыннусене пӑхӑнма хушатӑн. Анчах пӗр ҫакӑ кӑна мар асӑрхамасӑр иртнӗ — ҫавӑн пекех, Наталья хӑй хӗрне, Еленӑна, сисмен ҫӗртенех кӗпӗрнене пӗчӗк хура мӑйӑхлӑ йӗкӗте, пуян ювелир ывӑлне качча пачӗ; ҫавӑн пекех июнь уйӑхӗнчи шӑрӑх кун кӑнтӑрла, тӑвӑл умӗн, хунямӑшӗ, юлашкинчен, сывлайми пулса ҫитсе, вилсе кайрӗ; ӑна кравать ҫине хума та ӗлкӗрейменччӗ — таҫта, ҫывӑхрах, аҫа ҫапса пурне те хӑратса пӑрахрӗ. — Пирӗн ялта юлсанах аван. Ыран клисурецсене пӗтерме каятпӑр. — Ҫак тӗнчере хам ытлашши пек туйӑнать мана. Хӑш чухне тата:«Тен, вӑл пӗр-пӗр хӗр тупса янӑ?» — тесе те шухӑшларӗ. — Епле ҫӳренӗ эсир халиччен? Эпӗ каялла таврӑннӑ чухне адвокатпа майра ҫаплах хӗрӳллӗн калаҫатчӗҫ. Нумайччен утрӗҫ. Сарлака хушӑк урлӑ хывнӑ чӑнкӑ кӗперпе каҫрӗҫ, — тӗпсӗрлӗхре улӑпла машинӑсен вилӗ шӑмми-шакки сапаланса выртать. Вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ тупӑсенчен ни ку енчен, ни леш енчен те пемен. — Фронтра ҫанӑн кам та пулин пур-и вара? — ыйтрӗ Твороженкова, Ленӑн пӗр хыпарсӑр ҫухалнӑ упӑшки ҫинчен пӗлмен пек. Вӑл пире ҫута ҫаврашка пек е ҫурла пек курӑнать. Марья Ивановна каҫхи апата кӑна таврӑнчӗ. — Камсемпе? — ыйтнӑ Маякин. Ывӑлӗ, судьясен куҫӗсем хӑйне нӳррӗн, лайӑхмаррӑн тирӗнсе кӑтӑкланнине сиснӗ пек, ҫавӑн пирки кӑрт та карт сиксе илнӗ пек пӑхать. Радуб сержант, пуҫлӑр, — хушрӗ Симурден. Ӗҫсем хаярланнӑҫемӗн хаярланса пынӑ. Анчах вӑл вилес пек хӑраса ӳкнӗ, сиксе сывлакан автана кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе пынӑ ҫӗре Макар михӗ умӗнче аптӑранипе ӗнсине хыҫса тӑратчӗ: «гвардеец», ҫуначӗсене сарса пӑрахса михӗре выртать, хӑй вилес умӗн ҫавра сарӑ куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахнӑ. — Атте мӗншӗн авланать-ха? — ыйтрӑм эпӗ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен ҫав ушкӑн, пӑлхавҫӑсен юррине янӑратса, тӗттӗм хула урамне пырса кӗчӗ. Хӑйсен рольне вылякан баритонсем автансем пекех ҫапӑҫма юратаҫҫӗ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. — Пӑрахӑр эсир ун пек калаҫма, унсӑрӑн ҫиленетӗп сире, — тарӑхса каларӗ Тоня. Мӗскӗн шыравҫӑ Лаперуз хӑйӗн юлашки ҫырӑвӗнче, 1787 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче Ботани-Бэйран янинче, Карпентари заливне тата Ҫӗнӗ Голландин ҫыранӗсене Ван-Димен Ҫӗрне ҫитичченех ҫитсе курасси ҫинчен пӗлтерет. — Тӑхтӑр, пӗри кая юлнӑ! — терӗ вӑл. Марийка чӗнмерӗ, Ерофей Кузьмич ҫурӑмӗпе алӑк сули ҫумне тайӑнса, малалла каларӗ: — Эпӗ ӗнтӗ унпа пахчара калаҫса пӑхрӑм… Ҫапӑҫу пулса иртмелли пӗчӗк вӑрман Ганауран чӗрӗк мильре пулнӑ. Гленарван Австрали ҫӗрӗ ҫинче иртмелли юлашки сехетсенче вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тухакан ҫырансен тӑрӑхӗпе тепӗр хут кайса ҫӳресшӗн пулчӗ. — Тӑваҫҫӗ, капитан юлташ. Эпӗ сана парӑп, мур илесшӗ! — Кам вӑл? Пӗтӗм ӗҫ акӑ мӗнрен килет иккен!» — Э, Пешков, Христос чӗрӗлнӗ! Хӗсӗк, виҫҫӗр чалӑш сарлакӑш, вӑрманлӑ мӑнтӑр ҫӗр татӑкӗ ҫеҫ казаксен аллинче шутланать. Ху мана паҫӑр каласа кӑтартнине пӗртен пӗр ӑна ҫеҫ шанса каласа парам-и? Ман доклада итлеме его величество мана пилӗк аудиенци турӗ, кашни аудиенцийӗ темиҫе сехет хушши тӑсӑлчӗ. Король мана пит тӑнласа итлерӗ, мана пама хатӗрленӗ ыйтусене ҫыра-ҫыра хучӗ. — Иван бай! — хӗпӗртесех кайрӗ Огнянов. «Мӗншӗн-ха питӗ кулянатӑн? Манӑн ун чухнехи ӑнланусем тӑрӑх, кӗлмӗҫсемпе хресченсем кӑна чухӑн пулма пултараҫҫӗ, тата ҫак чухӑнлӑх ӑнланӑвне хам ӑс-хакӑлта эпӗ кӗрнеклӗ те чипер Катьӑпа ниепле те ҫыхӑнтараймарӑм. Пурӑнчӗ вӗт ман патра хваттерте, курчӗ Лушка мӗнле пӑшал иккенне, унӑн куҫӗ умӗнче ҫав килти контрӑпа ҫапӑҫрӑм, акӑ, пӑх ӗнтӗ, юратса пӑрахнӑ! Вара пуринчен малтан майор, сулӑна-сулӑна кайса, ура ҫине тӑчӗ. Февраль пуҫламӑшӗнче Корытов кун йӗркинчи ыйтусене пӗлтермесӗрех районри работниксен васкавлӑ канашлӑвне пухрӗ. Ӗлӗкхи юрату манӑҫа тухмастех вӑл… — Эс мана ху каласа пар-ха вӑл ӑҫта кайнине, унтан сана каласа парӑп… Кунти пек хӑрушӑ вырӑн ҫут тӗнчере урӑх ҫук… «Виҫӗ кунтан сирен тусӑр секретарь килсе сире айӑпласа ҫырнӑ акта вуласа парӗ. Вӑл сире его величествӑпа государство совечӗ мӗн тери хӗрхенсе ырӑ кӑмӑлпа суд туни ҫинчен каласа парӗ. Эпӗ кӑшкӑрса ярасран аран ҫеҫ тытӑнкаласа юлтӑм, хам вара шурсах кӑшкӑрнӑччӗ пулас. — Хаклӑ ҫыннӑм, ун ҫинчен эсир хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр, — терӗ Паганель. — Эсир Грушницкий тусӗ, ҫавӑнпа та, паллах, унӑн секунданчӗ пулатӑр пулӗ? Пытанса ҫывӑрмашкӑн вырӑн тупасчӗ! Чиканӗ вара — шӳтлеме юратакан ҫын, хам пекех савӑк чунлӑскер… Яков хӑй калаҫа пуҫласан вара пӳрнисем ытла та канӑҫсӑрланса каяҫҫӗ, унталла та кунталла чӑрсӑррӑн сикеҫҫӗ. Эсӗ пӗлетӗн-и? Ача малалла тата темиҫе утӑм кайнӑ, шӑтӑкра мӗнле те пулин чӗрчун пуррине курас тесе, вӑл хӑюллӑнах унта пӑхнӑ. — Тен эпӗ ҫак асапӑмпа саплашнипе те хавасланнӑ пулӑттӑм — ан тив, мӗн хам виличченех пытӑр, мана вӗт хам пурнӑҫӑм тахҫанах кирлӗ мар. — Епле кӗтмен ҫӗртен пулчӗ ку япала! — А леш хваттерте тӑракан салтакпа ҫӳретӗн, ҫавӑнпа мана юратма пӑрахрӑн. Эпӗ ун патне кӗнекине илсе пырса хуйхӑллӑн тавӑрса парсассӑн, вӑл пӗлсех каларӗ: — Ку сана кӑмӑла кайнӑ! Ҫав таранччен вӗсем мӗнле сочиненисем ҫыркаланӑ, ҫак хӗрсен сочиненийӗсен темисем те ҫавнашкалах: «Туслӑх», «Ӗлӗкхине аса илнисем», «Историре турӑ хушса пыни», «Юмахри патшалӑх», «Вӗреннин уссисем», «Тӗрлӗ патшалӑхсен тытӑмӗ, вӗсен ӑрасналӑхӗпе пӗрпеклӗхӗ», «Меланхоли»1, «Атте-аннесене юратасси», «Чун ӑҫталла туртнисем» т. ыт. те. — Халех борт ҫине каймалла, сэр, мӗншӗн тесен часах прилив пуҫланса каять, вара ишме те май пулмасть. Кӑмӑлӗ пулсан, мӗн-ма йыттӑн та калаҫма тытӑнас мар? Кӗресшӗн ҫунакан мексиканкӑна Стумп юлашкинчен ҫапла каланӑ: — Анчах, мисс, эсир киле кайсан, лайӑхрах пулӗ теместӗр-и? Кӑнтӑрлахи хӗвел ҫинче кӗлет ҫивиттин тӗссӗрленнӗ черепицисем ӑшшӑн та тӗксӗммӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах лупассен сулхӑнӗнчи таптаннӑ курӑк ҫинче кӑвакрах тӗслӗ сывлӑм тумламӗсем халӗ те ҫакӑнса тӑраҫҫӗ-ха. Сеньорита ӗнтӗ лассона чӗркесе хума ӗлкӗрнӗ те, пичӗ ҫине каллех шарф антарса лартса, ним те пулман пекех, малалла кайнӑ. Конвоир ҫине кам тапӑнни ҫинчен каласа пани сирӗншӗн ирсӗр пулать-им? Тата мӗн кирлӗ-ха? Ҫыхса пӑрахӑр ӑна! — Мӗн тума шут тытрӑн?» — Чӑн та, ҫапла, — тетӗп эпӗ. — Сирте темӗскер пур, темӗнле шалти ҫутӑ… кун ятне эпӗ калама та пӗлместӗп. Тупрӑм! Ҫунаттисене вӑл сарса пӑрахнӑ, сӑмсине уҫнӑ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ывӑнса ҫитнӗ тата шыв ӗҫесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑ. Хуҫисем килте пулман ӗнтӗ. — Каласа пачӗ, эп ӑна хӑтӑрса тӑкрӑм. Ирӗксӗрех анне ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм… — Пулӑра. Пар-ха кунта ҫав хулла, тирне сӗветӗп санне! Хут ҫине Испани тесе ҫырӑр-ха, вара вӑл Китай тени пулать. Эсир кунта килсессӗнех, пиртен тата нумай ыйтатӑр тесе, эпӗ парикӗмпе тупа тума хатӗрччӗ, — терӗ вӑл. — Кун пек ҫеҫ туни, туршӑн та, ытла ҫӑмӑл та ансат, кӑмӑла пӑсать кӑна! — мӑкӑртатма тытӑнчӗ Том. Карчӑкӗ ҫӑраҫҫине илчӗ те васкаса лаҫҫа тухрӗ. — Паян эпӗ сире нимӗн те каласа памастӑп, халӗ пурте савӑнар-ха. Ҫапла тата темиҫе минут иртрӗ те майорӑн аллине сасартӑк темӗскерӗн вӗҫӗ тӑрӑнчӗ. Хӑшпӗр ҫуртӗнче, унта ҫавнашкал ҫуртсем те пур, кашнинчех халӑх пӗтӗм Степаньринчен икӗ хут нумайрах пурӑнать. — Ш-шуйттан, — терӗ Яков. Эпӗ хам летчик пулма ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм, вӑл ҫӑп-ҫӑра куҫхаршийӗ айӗнчен пӑхса, чӗнмесӗр ларчӗ. Вӑл хӑйӗн политработникӗсене пурне те ӗҫлеттерчӗ. Пурте урра кӑшкӑрчӗҫ, Васька кочегар, ташлакаласа, кукшарах пуҫне ҫутӑлтарса, ӳсӗр ҫын пек ҫухӑрчӗ. Аякран ҫеҫ трон ҫине ҫын пӑхнӑ хастарлӑн. Патша мар-мӗн, трон ҫинче Улакурак ларнӑ. Елена ӑна тимлӗн те хурлӑхлӑн итлесе ларчӗ. Вӗсем хӑвӑрт калаҫни ӑна пӑшӑрхантарса ячӗ. Король мӗн хушнине тунӑ. «Аван», шухӑшласа илтӗм эпӗ: «малалла каймастӑп, вырӑнне асӑрхатӑп та май килсен тӳрех килсе тухатӑп». Вӗлерсе пӑрахӑттӑм ҫав сӑтӑрҫа! Хӗрарӑмсем колхоза тустарма тытӑннине тата сире тырӑшӑн хур кӑтартнине илтрӗм те эпӗ, шартах сикрӗм. Швабрин та пычӗ. Хӑйне тӑрӑнасран вӑл пӑрӑнса ӗлкӗрет, туппи вара кашнинчех корвет стенине пыра-пыра тӑрӑнать, ҫӗмӗрет те ҫӗмӗрет. Пӗр сехетрен ответ илтӗм: его величество хӑйӗн тасаран таса ҫемйипе тата аслӑ улпучӗсемпе мана хирӗҫ тухрӗ, тесе пӗлтерчӗҫ. — Говэн. Шӑллӗпе аппӑшӗ ун ҫине пӑхмасӑрах ларчӗҫ, анчах амӑшӗ вӗсен калаҫӑвне ирӗксӗрех хутшӑнчӗ, калаҫӑва ӑна вӗсем хӑйсем асӑрхамасӑрах хутшӑнтарчӗҫ. Смотр хыҫҫӑн часах вӑрман тӗлӗпе аялтанах хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ те кӗрхи вӗт-вӗт ҫумӑр вӗтӗртетсе ҫума тапратрӗ. Эпӗ Энскран мӗнле таврӑннине, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе ҫырнине, сасартӑк хамӑр умма юрпа витӗннӗ тӗксӗм уй-хир тухса тӑнине ҫеҫ асӑнма пултартӑм. — Эпӗ-и выльӑх, е эсӗ? Мӗн ҫынсем калаҫнине вӑрттӑн итлесе тӑратӑн? Кирлӗ мар эпир, йӑлтах… Фортепиано, паллах, сасӑ тӗлӗшӗнчен пуянрах, туллирех, янӑравлӑрах, анчах вӑл пӳлӗмре тӑрать, шӑхличӗ вара уя та пӗрлех илсе тухма пулать; унӑн ши-ши-чӗвӗлти янӑравӗ ҫеҫенхирӗн лӑпкӑ ҫил кассипе пӗр пек илтӗнет те, Петруҫ вара хӑй те уйӑрса илеймест: пуҫра ҫаврӑнакан уҫӑмлах мар шухӑшсене таҫтан инҫетрен ҫил вӗртерсе килет-ши е вӑл хӑех хӑйӗн шӑхличинчен вӗрсе кӑларать-ши. Варя, мана пӗр стакан шыв пама хуш-ха, — терӗ вӑл, каллех аяккалла пӑхса; ҫемйин пурнӑҫне мана пӗлтерме иртерех е пачах кирлӗ мар, тесе шутласа илчӗ пулӗ вӑл. Унтан Том Джим патнелле пычӗ те ӑна хальччен нихҫан та курман пек тӗсесе пӑхрӗ: — Эсӗ мӗн те пулин каларӑн-и халь? — тесе ыйтрӗ вӑл. Кимӗ ҫинчен ансанах эпир Нильс утма пултарайманнине асӑрхарӑмӑр, вӑл кая-кая ӳкет, упаленме тӑрӑшать. Сирӗн пата Минаев тенӗскер пырать, эсир ӑна ӗҫе илетӗр, ҫапла-и? — Ҫук, Андрюша, ҫынсем мӗнешкел, тетӗп эпӗ! — сасартӑк тӗлӗнсе калама тытӑнчӗ амӑшӗ. Эпӗ ача-пӑчасемпе ҫапӑҫмастӑп. Ҫынсен ҫӳллӗш те пӗр пек, йывӑрӑш те пӗр пек пулсан, хама мӗнле килӗшет, ҫавӑн пек вырнаҫтарса хуратӑп эп вӗсене… Белогорск крепӑҫне тасатма, тетӗн-и? — терӗ вӑл чылай тӑнӑ хыҫҫӑн. — Ара, вунӑ минут хушшинче унашкал вӑрӑм тӗлӗк мӗнле курӑнтӑр? Вӑл турра кӗлтума юратакан ҫынсене: штукатурпа каменщика яланах пӑртак тӑрӑхлакалать; вӑл вӗсене юратмасть пулӗ тен, анчах ҫавна лайӑх пытарса пурӑнать пулӗ. Мӗн чул ӑс хунӑ! Апостолсем ун патӗнче тӑтӑшах чарӑнкалаҫҫӗ. Хӑвӑрт мар, ерипен те мар — темиҫе лини чухлӗ ҫеҫ — ҫапах та вӑл малашне пӗр тӑтӑшшӑн хӑпарас пек туйӑнчӗ. Хӑрушӑ япала пулассине кӗтни пӗтрӗ, судьясем ҫинчен аса илсен ҫеҫ вӑл ҫӳҫенсе илчӗ, таҫта аякра вӗсем ҫинчен тӗксӗм шухӑш юлчӗ. Е вӑл фортепьяно патне пырса тухать те, тимлесех тӑрӑшнӑран пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй пӗлекен пӗрттен-пӗр вальса калама пуҫлать, е пӗр-пӗр романа тытать те, варринчен темиҫе йӗрке вуласа пӑхсан, ӑна пӑрахать, е ҫынсене вӑратас мар тесе, буфет патне хӑех пырса, унтан хӑяр, пӑру ашӗ илет, буфет чӳречи умӗнчех ҫав япаласене ҫисе ярать, е ӗшенчӗкскер, хуйхӑллӑскер, каллех ним тут аптраса пӳлӗмрен пӳлӗме сулланса ҫӳрет. Ан макӑрӑр. Ку таранччен хӗрарӑм кама юратса пурӑннине никам та пӗлмен, ӑна эпӗ кӑна туйса илтӗм. Мӗнпурри йӗпеннӗ те темскер йывӑррӑн пусса тӑнипе ҫӗр ҫумнелле анса ларнӑ пек туйӑнать. Таврара ҫутах мар пирки курма хӑнӑхнӑ инҫетри вырӑнсем палӑрмаҫҫӗ, ҫӳлӗ сӑрт ҫинче ларакан Ольховкӑран пӑхсан та лайӑххӑн уйӑрса илме ҫук вӗсене. Ҫӗрле пулсан тин Оленин Белецкий пӳртӗнчен Марьянӑпа Устенька хыҫӗнчен тухрӗ. Улӑм ҫыххи ҫинче ӳпне выртнӑ телейсӗр мужик вилес пекех пулнӑ, унӑн ӳтне пӑнчӑсем хупласа илнӗ, тахҫанах тӑнне ҫухатнӑ. Яр патӗнче апатланнӑ чухнехи пекех ӳт-пӗвӗн пайӗсем хама итлеми пулнисӗр пуҫне, ҫак каҫ пуҫ хытӑ ыратнипе тата ҫаврӑннипе кӗҫ-вӗҫ вилсе каясран хӑранине астӑватӑп; эпир пурте темшӗн урайне ларнине, кӗсменсемпе ишнӗ пек туса алӑсене сулкаланине, «Вниз по матушке по Волге» юрра юрланине, ҫав вӑхӑтра хам кунашкал тума кирлӗ марри ҫинчен шухӑшланине те астӑватӑп; урайне выртса, ураран ура ҫаклатса, цыганла кӗрешнине, такамӑн мӑйне мӑкӑлтанине, эпӗ «вӑл хӑй ӳсӗр мар-тӑк, унашкал пулмастчӗ», тесе шухӑшланине астӑватӑп; каҫхи апат ҫинине, вара тем ӗҫнине, эпӗ тула уҫӑлма тухнине, унта ман пуҫ шӑннине, киле таврӑннӑ чух сӗм тӗттӗм каҫ тӑнине, ҫӑмӑл тӑрантас пускӑчӗ вашмӑк та шуҫтаракан пулса кайнине, Кузьма халсӑрланнӑран тата лӑстӑк татӑкла сулкаланнӑран унран тытса пыма май ҫуккине астӑватӑп; нимрен те ытларах асӑма ҫакӑ юлчӗ: юриех хамшӑн савӑк пулнӑ пек, питӗ нумай ӗҫме юратнӑ пек, ӳсӗрлесси пирки шутламан та пек кӑтартса, хам айванла тунине эпӗ ҫак вечер вӑхӑтӗнче пӗрмаях туйрӑм; ытти ҫынсем ман евӗрлӗ хӑтланса, айванла тунине те пӗрмаях тӗшмӗртрӗм. Пӗтӗмпе илсен, ҫӗр ҫинче хурланмалли, вуҫех те кирлӗ марри темӗн чухлех. Старик ун хурлӑхлӑ пичӗ ҫине пӑхса илнӗ. — Каласа парать-и вӑл? Монтан штатӗнчи Чуллӑ тусен айлӑмӗнче хӗл ялан тенӗ пекех ӑшӑ пулнӑ. — Тархасшӑн ан шӳт ту. Ҫапла каларӗ те вӑл, кулса ярса, хӗрсемпе пӗрле чупсах кайрӗ. Хӗрӗ те амӑшӗпе кӗрешнӗ пек тума тӑрӑшрӗ, анчах французла мар, кушак пек мар, Итали ҫыннисем пек ҫепӗҫҫӗн хирӗҫ тӑчӗ, кун пек тунинче яланах вӑй пурри палӑрать. «Ав мӗнле иккен эсӗ! — Бяла Черквана. Ку пӑлхантарчӗ те, сехӗрлентерчӗ те ӑна. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл манӑн пӗтӗм запаса ҫунтарса янӑ та, мана нимсӗр тӑратса хӑварнӑ! Ну, пӑхсам: ак эп ӑна, тӑпӑлтарса кӑлартӑм та ҫӗре пӑрахса таптарӑм, ҫийӗнчен сурса хутӑм. Аллисене хире-хирӗҫ ҫапса илсе, Клавдия Михайловна ун патнелле ыткӑнчӗ. Алла ярса тытӑрсам ҫавна, чӑрсӑрскере!.. — янӑрашать Марина Пояркова ытла та хытӑ тарӑхнӑран вӗчӗхсе тӑракан сассипе. «Апла пулсан, вӑл арлӑ-арӑмлӑ пурӑнас тивӗҫе те ҫӑмӑллӑнах сирсе ярӗ»… — тӗплӗн шухӑшласа тӑмасӑр пулин те, питӗ тӗрӗс каларӑм эпӗ хам ӑшӑмра. Сӗмсӗрлӗхне пула, хӑй аран ҫеҫ пӗлекен, хӑйне нихӑҫан та чӗнмен, ҫапах та илтнӗ ырӑ хыпарсем тӑрӑх, ӑслӑ та хӑйне ҫынсем хӑналанса пурӑннӑ ялти хӗрарӑм патне килме шухӑш тытнӑскер, вӑл шӑмӑ-миммине ҫитиех именнӗ, ҫавӑнпа та, малтанах хатӗрлесе хунӑ сӑмахсемпе каҫару ыйтса, ырӑ сунмалли сӑмахсем вырӑнне — Евдокия Кукшина Анна Сергеевна сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлме ячӗ, ун ҫинчен Аркадий Николаевич та питӗ мухтаса калаҫнӑ тесе, темӗнле ӑҫтиҫуксене лапӑртатса хучӗ… Софья ним чӗнмесӗрех унӑн аллине сӑтӑрса илчӗ те, куҫ харшине тӗксӗммӗн пӗрсе, Рыбина куҫӗнчен пӑхрӗ. Эсрел пекех вӑл. — Этем ӳчӗ хӑрса типет! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Шкул совечӗ ҫиччӗмӗш класа аттестат пама йышӑннӑ. — Мӗншӗн-ха эсир, ырӑ тусӑм, ҫынсем я-яланах усал ӗмӗтпе ҫӳреҫҫӗ, тесе ш-шухӑшлатӑр? Бекки те ӑна хирӗҫех чӗнчӗ, ҫапла вара вӗсем пӗр-пӗрине йӑлтах тӑшман пулса тӑчӗҫ. Петр музыкӑна мӗнле туясси вӑл пӗр-пӗр кӗвве чи малтанхи хут мӗнлерех илтнинчен, амӑшӗ ӑна мӗнлерех каласа панинчен килнӗ. — Ну, юрӗ эппин. — Иван Иваныч князь патӗнче пултӑн-и тата? Лайӑх мар», терӗ. Ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ красноармеец симӗс петлицӑллӑ шинель тата кӑҫатӑ тӑхӑнса янӑ. — Ухмах, ухмах, Марка! — йӗрӗнчӗклӗн каларӗ старик. Ҫавӑнпа эсӗ халлӗхе пухӑва тархасшӑн пӗччен кай-ха, эпӗ кунта кӑштах канам, хама лӑплантарам, хамӑн нервӑсене йӗркене кӗртем, вара Дубцова кӳпкеме каятӑп. — Пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ секретарь. Пурте уншӑн ырӑ та кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Кунтан кайма пулман. Вӗсем йеркеллӗ калаҫас вырӑнне пуринчен ытла иксӳлетсе лараҫҫӗ е лашлатса хуйхӑраҫҫӗ. — Тур ҫырлах! — тетӗп. Ку вара ҫав тери хӑрушшӑн курӑнчӗ, мучи хӑй те сисмесӗрех икӗ утам каялла чакрӗ. Эсир каллех хӑвӑрӑнне-и, Мак-Набс? — терӗ географ. (Ҫак туйӑма ача-пӑчасем лайӑх ӑнкараҫҫӗ.) Вӗҫсӗрех хӑрушлӑх килсе ҫапасран хӑраса пурӑннӑ, килсе ҫапнӑ хӑрушлӑхсемпе кӗрешнӗ.. — Асту-ха, эпӗр каллех кирлӗ мар ҫӗрпе каятпӑр вӗт, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Эпӗ чӗтренех ертӗм. Ах, савнӑ Аксель, ҫапла пӗтӗм кӑмӑлтан наукӑна парӑнса ӗҫлени — епле аван-ҫке! — Вӗренме. Хӑйсен гвардейски полкӗпе пӗрле вӑл 1943–1945 ҫулсенчи ҫапӑҫусен ҫулӗпе тӑршшӗпех тухнӑ. — Маншӑн мӗнле? Крепӑҫре манӑн нумай пурӑнас килмерӗ, эпӗ тарма шут тытрӑм. Эсӗ пӗрре, иккӗ тухса калӑп, виҫҫӗмӗш хут вара тухса та калаймӑп: ҫак лаҫрах мана хам нумай пулмасть кӑна вут ҫинче хӗртнӗ, юратса шакканӑ тимӗрпе ҫапӗҫ те пӑрахӗҫ, вӑт пӗтрӗ те вара манӑн сӑмах каласси. Фома пуянсен умӗнче малтанхи вӑхӑтра именкелесе тӑнӑ пулсан, халь вӗсем уншӑн пӗрре те именчӗке тивӗҫлӗ ҫынсем пек пулман. — Эпӗ хамӑн мухмӑр иртсе кайнӑ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ. Аркадий тӗрӗс каланӑ: Павел Петрович хӑйӗн шӑлнӗне пӗрре кӑна мар пулӑшнӑ; вӑл мӗнле сывлӑш ҫавӑрса ярасси ҫинчен шухӑшласа пуҫне ватнине курса, Павел Петрович пӗрре кӑна мар, хуллен кантӑк умне пырса, аллисене кӗсьине чиксе ярса: «Маis je puis vous donner de l`argent», тенӗ те шӑл витӗр, ӑна укҫа панӑ. Вӑл фортепиано умӗнче ларатчӗ, хӑйӗн ҫӳлелле авӑннӑ пысӑк шур пӳрнисемпе ҫав агреggioсене тӑватчӗ. — Ҫапла, — килӗшнӗ Фома, хреснашшӗ куҫӗнче каласа пӗтерейменни амаланса тӑнине курса, ӑна часрах итлесчӗ тесе. Ун айӗнче пит ҫивӗч лаша, анчах сирӗн ҫамрӑк юланутшӑн хӑрамалли ҫук, — вӑл хӑй лашине пит лайӑх тытма пӗлет. Эпӗ Катьӑна пӗлместӗп тени ҫӗнӗ хыпарччӗ-ха. Хӗрачашӑн ҫакӑ йӑлтах темӗнле усал тӗлӗк пек пулса тӑчӗ. — Пӗҫертсе ятӑм. Ӗнтӗ кӗркунне те ҫитрӗ, ҫапах та ҫак чипер тӳлек кӗтес, ӗмӗр-ӗмӗр ҫурхи ҫӗршыв текен Калипсо нимфӗсен утравӗ пек ялан ем-ешӗл, уҫӑ. Анчах вӑл юрттарса ҫывхарса килнине эпӗ илтрӗм. Пӗр Беловзоров кӑна, салхуланнӑ та тарӑхнӑскер, кӗтесре ларма тӑрӑшрӗ… Анчах унӑн часах куҫӗ ывӑнчӗ. — Луччӗ каччуна саламла. — Мӗн тумалла унпа? Ун ҫинчен ҫырмарӗ-и вара вӑл? Хамран пӗр ярдрах, вӗсем патӗнче ҫывӑхра никам та ҫук пек, ним шикленмесӗр, лӑпкӑ сиккелесе ҫӳретчӗҫ, хуртсемпе вӗт кӑпшанкӑсене тыта-тыта хыпатчӗҫ. Вара Гленарван хытӑ итлеме пуҫларӗ; алӑк хыҫӗнче аптрамалла сасӑсем илтӗнеҫҫӗ; ҫак сасӑсем ӗмӗрне ҫын ҫӳремен пушӑ сӑртсем хушшисенче ӑҫтан тухни те паллӑ мар. Чӑннипе илсен, станицӑна кайма та кирлӗ мар пек. Хӑй ҫавӑнтах пӗшкӗнсе кӗмелли лутра алӑка та кӑтартрӗ. — Кӑна эп питех кирлӗ пулсан тесе каларӑм-ха сана… — Ҫук, юратмастӑп! — Эсӗ… мӗнрен капла? — тӗлӗнсе те кӳренсе ыйтрӗ Давыдов. Хам пӗтнине лайӑхах ӑнлантӑм, урасем йывӑрланса ҫитрӗҫ, куҫсене алӑсемпе хупланӑ пулин те — вӗсем ыратрӗҫ. Анчах хура куҫӗсем унӑн, сарӑ пусса лартнӑскерсем, арӑмӗ пичӗ ҫинчен Ромашов пичӗ ҫинелле сӑнавлӑн та сехӗрленчӗклӗн сиккелерӗҫ. Вӗсенчен хӑшпӗрисем умне тупӑсем вырӑнаҫтарса лартнӑ. Ларнӑ май, куҫӗсемпе Шурочкӑна шыраса, хыҫалалла нумай хутчен канӑҫсӑррӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна тинкерчӗ вӑл, анчах, вут ҫутине пула, лайӑххӑн тӗмсӗлсе пӑхма йывӑрччӗ, ҫавӑнпа пичӗ ун кашни хутӗнчех тармаклӑн пӗркелене-пӗркелене илчӗ, мӗскӗн, асаплӑ та илемсӗр сӑнлӑ пула-пула кайрӗ. — Пурте йӗркеллех-ха, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа. Эпӗ ӑна пӗр хут ҫеҫ ҫапрӑм. Суранне майор тӑрӑ шывпа ҫурӗ, унтан Корпи тампонӗпе витсе бинтӑпа майлаштарса ҫыхрӗ. Ежов Фомана Смолинран ытларах кӑмӑла кайнӑ, анчах Фома Смолинпа туслӑрах пурӑннӑ. Ҫилӗ улать, тӑман ҫавӑрттарса тухрӗ. Тӗксӗмрех пӗлӗтпе юр тинӗсӗ самантрах пӗр-пӗринпе хутӑшса кайрӗҫ. Нимӗн те курӑнмасть. Пурте тем пек хыттӑн кӑшкӑрашаҫҫӗ пулсан та, пӗрне-пӗри илтеймеҫҫӗ, оркестр тӗрӗксен темле маршне пуҫласа ячӗ, хӑнкӑрма шатӑртатса ҫапӑнни пӗтӗм шӑв-шава путарса хучӗ. — Вара каллех вӑрҫӑ пуҫласа ярӑпӑр. Марья Ивановнӑна манӑн аттепе анне, авалхи ҫынсен йӑлине пула, чунтан хисеплесе йышӑннӑ. Акӑ, суйласа илчӗ. — Эсир ҫынсем-и вара?! — усаллан кӑшкӑрнӑ Фома, хӑйне туланӑ пек пыра-пыра тӑрӑннӑ янӑракан ҫухӑрав пирки тарӑхса. Мӗншӗн унталла кайрӗ вӑл? Вӑхӑт ирттерсе тӑмасӑр вӑл тӳрех ӗҫ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. — Аван-и?.. — терӗ. Лаша каялла чакрӗ, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла туртӑнчӗ те тӑпах чарӑнчӗ. — Мӗн пирки? — ыйтрӗ старик. Ҫав самантрах ӑнран тухса кайнӑ пек пулнӑ сиделкӑсем калле-малле чупкалама тытӑнчӗҫ, сестра ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр унталла та кунталла ыткӑнчӗ, утнӑ ҫӗртех халатне тӳмелесе, ординатор вӑркӑнса кӗчӗ. Вӑл кӗнекене ман алӑран илчӗ, иконӑсем ҫине ҫыракан манерлӗ пуҫне тем ӗненмен пекле суллакаласа, кӗнекене уҫкаласа пӑхса тухрӗ. Эх! темӗскер лайӑх мар ҫав! Паллах, вӑл йышӑнса тӑракан вырӑнӗ ӑна манран аслӑ хунипе эпӗ килӗшетӗп. Анчах эсӗ, сволочь, ӑслӑ пулсан асту: хресченсен кӗтӳ пулса туслӑн пурӑнмалла, вара вӑл — вӑй пулать! Гарпуна хута ямалли чи меллӗ самант ку. — Ӑна кунта шырамалла мар, — ним шутламасӑр тенӗ пек каларӗ Лушка, анчах хӑй ҫавӑнтах хул пуҫҫине шӑннӑ чухнехи пек сиктеркелесе илчӗ. Вӑл татах та тепӗр икӗ круг ҫавӑрӑнчӗ, татах та вӑйсӑрланса ӑнран тухичченех кӗрешрӗ. Сасартӑк Динго шӑртне тӑратса хаяррӑн хӑрлатма пуҫларӗ. Пӗр сӑлтавсӑрах ҫын пуҫне, ҫитменнине тата пӗр айӑпсӑр ача пуҫне касас-и! «Яланах килӗшӳсӗрлӗх», терӗ те вӑл шӑл витӗр вӑрӑммӑн ярса пусса килелле кайрӗ. «Ҫӑханла, атьӑр ҫӑханла выляр!» шыври хӑмӑш каҫхи ҫилпе кӑшӑлтатнӑ пек шавласа илчӗҫ хӗрсем. — Чӑнах, господин Мак-Набс, эпӗ тӗрӗссине калатӑп. Хӑвӑр та куратӑр акӑ! Мӗнле сӑлтавпа ҫакӑн пек ирех ӗҫсе ӳсӗрӗлтӗн-ха? Ҫав картинӑсем ҫинчен шухӑшласа, эпӗ тарӑхнипе ҫурӑлса каясса ҫитрӗм, урӑх япала ҫинчен нимӗн те шухӑшлаймарӑм; ку ҫеҫ-и-ха тата, ӑсра шухӑшласа кӑларнӑ ҫав картинӑсем ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхрӑм, вӗсем чӑн-чӑнах та ҫавӑн пек пулмаллине ҫавӑн чухлӗ ытларах ӗнентӗм. — Эпӗ сана ӑнланаймастӑп. Апла манӑн, ӗнер лартнӑччӗ. Ҫак тавлашу пирӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ пулчӗ. Вӗсем ҫапӑҫнӑ тата вӑрҫнӑ вӑхӑтра ял енчен, сӑрт ҫинчен ӗрӗхсе килекен лаша урисен сассисем илтӗнчӗҫ. Эпӗ, калле вӗрен патне каяс мар-ши тесе шутланӑ чухне вӑл шӑтӑкра ларатчӗ, хускалма пултараймастчӗ. Пӗчӗк чӗрчунсем питӗ хаяррӑн ҫапӑҫрӗҫ. Вӗсем Алексейӑн аллине, тутипе чӗлхине ҫыртса пӗтерчӗҫ, комбинезон ӑшне кӗрсе кайса ҫара ӳте вӗтелентерчӗҫ, анчах та ку ӑна ырӑ пек туйӑнчӗ. Кулак-вампир ӑна ӗмсех пӗтерет… Гусев мӗн пур трубка-куҫсенчен тӳпенелле сӑнать, сӑнать, анчах — сӗм тӗттӗмлӗх, тӗттӗмлӗх… Туррӑн ҫилли пире тавӑрчӗ, вӑл пире ҫӗр айне туса хӑварчӗ, тусӑмсем! — Таса турӑ амӑшӗ! Кунта эсӗ хӑв патӑнта, милицире мар, парти райкомӗнче ларатӑн. Хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса тӑракан чаплӑ ҫӗҫӗ те ниме юрӑхсӑр тимӗр чӑмакки — ҫук, кунта мӗн те пулин пурах ӗнтӗ! «Анчах ӑҫта, мӗн тума каятӑп-ха эпӗ?» — шухӑшласа илчӗ штабс-капитан, хӑй мӗн тунине кӑштах тавҫӑрса илнӗ хыҫҫӑн. Игнат тепӗр черкке эрех тултарса ӗҫнӗ, унтан каллех ӑс пама пуҫланӑ: — Ҫынсене шеллени кирлӗ… — Ҫапла кирлӗ те! — терӗ Рыбин. — Питех те савӑнмалла пулать. Настя хапха умӗнче кӗтӳҫе кӗтсе тӑнӑ. Марийкӑн ӗнтӗ вӑй юлмарӗ. — Кӑмӑл тӑвӑр, полковник юлташ, — йышӑнӑр… — ҫимеллисене Воропаев умне хучӗ те, тутлӑн чӑмласа, малалла каласа кӑтартма тытӑнчӗ. Мӗн тӑвассӑр килет — тӑвӑр. Икӗ стройӗ те саланса, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, тӑватшарӑн ҫапӑҫма тапратрӗҫ. Унӑн хӑйӗн тӑван хулине, инҫетри Видина, Бяла Черква ҫыннисенчен Марко Ивановран урӑх никам та кайса ҫӳремест, тесе пӗлтерчӗ; ҫавӑнсӑр пуҫне тата Видинра халь Кралич пирки тахҫанах ҫынсем манма пултарнӑ. Ҫапла вара кунта ӑна чӑннипе кам иккенне пӗлекен те ҫук, вӑл сакӑр ҫул хушши Азири тӗрмесенче ларнӑ, унта ҫанталӑкӗ те йӑлтах урӑхла, сывлӑха йывӑр кӳрет, пайтах хӗн-хур курнипе те унӑн сӑнарӗ самай улшӑннӑ. Ак мӗнле ҫырччӑр вӗсем — ял ҫине вӗри сӑмала тӑкнӑ пек пултӑр, — халӑх вилӗме кӗрсе кайма хатӗр пултӑр! — Наташа мӗнле, сывах-и? Чӑтма ҫук шӑрӑххипе факторире пурӑнакансем пурте ҫатан пӳртсене кӗрсе пытанчӗҫ. Казонде урамӗсенче пӗр ҫын та курӑнмарӗ. — Кунта ним те хӑварма юрамасть. Вӑл калать: яра пар, анчах тата япӑхрах пулать-тӗк-эпӗ сан шӑммусене вакласа тӑкатӑп, тет. Анчах ун сӑмахӗсем ытлашши пулнӑ. Эпӗ юрататӑп сире… Кама тӑрӑхӗнчи шултра арӑмсемпе хӗрсем ҫырантан вӑрӑм носилкасемпе вутӑ йӑтатчӗҫ. Анчах Нестеренко ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ. — Шӑпах вӑхӑтра, — кӑмӑллӑн кулса каларӗ Дубцов. — Парӑссене яр! — Ну мӗнех вара, — терӗ вӑл, — манан юлташа, штурмаи Биллине те капитан тесе чӗнме юрать. Григорьев хӑй мӗншӗн унашкал ӗҫсем тунине пӗлесчӗ пирӗн. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗ ССР Союзӗн халӑхӗсемшӗн пушшех те паха пулса тӑрать. ССР Союзӗн Конституцийӗ капитализмлӑ ҫӗршывсенчи халӑхсемшӗн кӗрешӳ программи вырӑнӗнче тӑрать пулсан, ССР Союзӗн халӑхӗсемшӗн вӑл вӗсен кӗрешӳ итогӗ, вӗсен этемлӗхе хӑтарас фронтра тунӑ ҫӗнтерӳсен итогӗ вырӑнӗнче тӑрать. Кирек мӗнле кӗпепе те эсир хитре. Петр Андреевич Гринев алҫырӑвне унӑн ачин ачисенчен пӗри, эпир унӑн аслашшӗ пурӑннӑ вӑхӑтри ӗҫсем ҫинчен ҫырнине пӗлсе, пире пачӗ. Уншӑн ҫут тӗнчере пӗчӗк япала ҫук. Федотка пуҫне ытла хытӑ сула-сула килӗшнипе, Давыдовӑн ӑна янахран ярса тытма тиврӗ. Вӑл ҫӳлӗ-ҫӳлӗ те ту ҫине икӗ юханшыв, Песчинкӑпа Тихӑй, пӗрлешнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ӑна крепость стени ҫавӑрса илнӗ. — Пӗтӗмпех суятӑн эс, Витамин! Акӑ сасартӑк вӗсенчен пӗри хуллен ҫӗкленет… Апла пулсан, кунтан хӑвӑртрах шӑвӑнас пулать. Вӑрман касакансем кӗҫ-вӗҫ килсе тухма пултараҫҫӗ. — Ыратать… — Вӑт ҫав. Сывӑ пулӑр. Анчах вӑл чи малтан мана калаҫтарасшӑн. Карцер тӗттӗм, йӗпе, таса мар шӑтӑкра пулнӑ. Ыран тяга лайӑх пулас пек туйӑнать. — Ку вӑл — манӑн хамӑн ӗҫ! — хирӗҫ тавӑрчӗ Егор. Тапӑннӑ хутра пирӗн хамӑр лашасем хытӑ каяссине шанмалли ҫеҫ юлать. Сывлӑш унта питӗ таса мар. — Эпӗ сана, эсӗ пирӗн власть аллинче тӑни ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ, ӑна хӑвах куратӑн, — терӗ малалла Сильвер. — Эх, инкек те кӗтет-ҫке мӗскӗн клисурецсене, мӗн кӑна чӑтма тивет ӗнтӗ вӗсене! — Чи пирвайхи хӑна! — терӗ Нестеренко, вара унӑн кулли каллех хаваслӑхпа ҫиҫсе илчӗ, тӗтреллӗ куҫӗсенче ӗлӗкхи хӗлхем йӑлтӑртатрӗ. Капитан мундирӗ тӑрӑх юн юхма пуҫларӗ, анчах вӑл юлашки вӑйне пухса, лаша ҫилхинчен тытса тӑчӗ те хаяррӑн кӑшкӑрса:— Вӗлерӗр ҫак уксах шуйттана, чӗрӗлле илейместӗр пулсан! Эсӗ ҫар ӗҫӗ енӗпе айӑпа кӗтӗн. Ҫав айӑпа тунӑшӑн сан ҫине чи малтанах присягӑна пӑсакан ирсӗр ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхӗҫ. Пирӗн планета ҫинче те ҫавӑн пек пулас пулсан, кӑнтӑрла уҫӑ сывлӑшра кӗпе вӗҫҫӗн ҫӳремелле, каҫхине ӑшӑ кӗрӗкпе чӗркенмелле пулӗччӗ, пӳртсенче те ҫулталӑкӗпех кӑмака хутмалла пулнӑ пулӗччӗ. Тыткӑнрисем хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ. Ытлашши сикет-ха Кирила Петрович! анчах, асту, епле хӳрине усрӗ вӑл, манӑн Гриша: — тухса кайна пул, ватӑ йытӑ! — Аван! — Унтан?.. Эпӗ тин ҫеҫ мистер Джеральда тав турӑм, вӑл хӑйне хӑй шеллемесӗр мана тата мустанга пит пысӑк инкекрен хӑтарса хӑварчӗ, — хӑрушӑ вилӗмрен ҫӑлчӗ тесех калама пултаратӑп эпӗ. Чӳрече хашакӗсене тул енчен йӑвӑ кӑна тимӗр решетке тыттарнӑччӗ; ҫӑнӑх тусанӗпе витӗннӗ кантӑк витӗр пирӗн патӑмӑра хӗвел ҫути те кӗрейместчӗ. Пароход Чулхуларан, ярмӑрккаран, Аҫтӑрхана тӗрлӗрен тимӗр япаласем, сахӑр пичкисем, темӗнле йывӑр ещӗксем тиенӗ тӑватӑ баржа туртса анать, — ку пӗтӗмпех Перси валли. — А хӑш аэродромран? Эпӗ малти пӳлӗмне кӗтӗм; никам та ҫукчӗ, унти йӗрке ирӗклине пула, хам килни ҫинчен пӗлтермесӗрех хӑна йышӑнакан пӳлӗме кӗтӗм. Шӑппӑн калаҫни, ҫитменнине тата алӑк хыҫӗнче калаҫса хӑтланни, Фелима лӑплантарас вырӑнне, ӑна пушшех хӑратса пӑрахнӑ. «Кунтах ҫӗр каҫатпӑр, — терӗм эпӗ: — тулта ҫӗр ӑшӑ, арман хуҫи укҫалла пире улӑм сарса пама хушать». Малтан Инкерман патӗнче пулса иртнӗ ҫапӑҫу ҫинчен калаҫнӑ, вӗсен батарейӗ те пулнӑ-мӗн вӑл ҫапӑҫура, кашниех хӑй ҫинчен, ҫав ҫапӑҫура мӗн-мӗн курни ҫинчен каласа панӑ, ҫапӑҫу мӗн сӑлтавпа ӑнӑҫлӑ пулманни ҫинчен калаҫнӑ, кун пирки кашниех харпӑр хӑй шухӑшне кала-кала панӑ, анчах та батарея командире калаҫма тытӑнсанах калаҫаканни шӑпланса ларнӑ; унтан вара калаҫу хӑй тӗллӗнех урӑххи ҫине куҫнӑ, ҫӑмӑл орудисен калибрӗ ҫителӗклӗ марри ҫинчен, ҫӗнӗ тӗрлӗ ҫӑмӑллатнӑ тупӑсем ҫинчен калаҫма тытӑннӑ, Володя ӗнтӗ хӑй артиллери тӗлӗшӗпе пӗлекен ҫын иккенне те палӑртма ӗлкӗрнӗ. Коммунистла университетӑн килте вӗренмелли пӗрремӗш курсӗн ӗҫӗсене пӗтӗмпех пӗтерсе ятӑм. Унта — вӑрӑсем, проституткӑсем, унтан тӗрмене, больницӑна ҫеҫ лекме ҫул пур. Суд хыҫҫӑн вӑл пӗтӗмпех салхуланчӗ, ӗҫме пуҫларӗ. Чечен йывӑҫсене курсан, Вавжон ҫапла каларӗ: «Вельможнӑй комиссара пуҫ ҫапӑп та пӗле-пӗлсе кӑна ҫак вӑрмантан темиҫе ана пама ыйтӑп. Ҫӗр-тӗк ҫӗр, хуҫалӑх-тӑк хуҫалӑх пултӑр. Ку, чӑн та ҫаплаччӗ, ҫаплах та марччӗ — ҫурҫӗрте эпӗ хама кирек хӑҫан та кӑнтӑртинчен те, хӗвеланӑҫринчен те, хӗвелтухӑҫринчен те лайӑхрах туяттӑм. Вӗсем юланутӑн кӗлеткине ҫеҫ курса юлнӑ. — Эсӗ пӗтӗмпех пӗлетӗн пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, Рита. Ун хӑлхине сад хыҫӗнче ларакан витерен апат хыҫҫӑн ҫывӑрма выртнӑ икӗ кучерпа пӗр форейтор харлаттарни илтӗнчӗ, анчах вӑл ҫаплипех йывӑҫсем хушшинчи никам ҫӳремен пушӑ ҫул ҫине салхуллӑн пӑхса ларчӗ. Ярцев ҫине халь вӑл Сухая Полянӑра чух нимӗҫсем ҫине пӑхнӑ пекех пӑхрӗ. Утан тӗксӗм куҫӗсем-ҫиҫсе илчӗҫ. Акӑ вӑл, тутине ҫыртса лартрӗ те малалла утрӗ, ҫӗмрӗк танк патӗнчен, аллине граната тытнипех хытнӑ узбек ҫуммипе вӑрманалла, хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫул еннелле утрӗ вӑл. Лешӗ кӑшкӑрать: — Ил аллуна! Ан пӑв ман карланка! Хам сӑмаха каялла илетӗп! — Эпир чухӑнсем-им вара, аннеҫӗм? Пакӑлчак шӑммисем, ал сыпписем, икӗ чавса ҫинче кӗленче шӑрҫа ҫыпӑҫтарнӑ пӑхӑр сулӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Уринче — лакейсен унта-кунта тухса ҫӳремелли сарӑ тавӑрма кунчаллӑ атти — ӑна, пӗр ҫирӗм ҫул каярах Алвиш парнеленӗччӗ. Чӑн та, ҫакӑн пиркиех пулмалла ӗнтӗ, госпитальте ӗҫлекенсем тӗлӗнмелле лайӑх ӗҫленӗ, тӳсме ҫук йывӑр условисенче те вӑрҫӑчченхи пекех ҫирӗп йӗркелӗх тытса пынӑ. Вӑл хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине турӗ — Людмила сӑнӗ тӗлӗнсе ҫунма тытӑнчӗ, тути хӗрри чӗтрерӗ, куҫӗнчен шултра, витӗр курӑнакан куҫҫуль тумламӗсем юхрӗҫ. Хӑпсам ман ҫумран! Садра вӗлтрентӑррисем юрлаҫҫӗ, ҫирӗктӑррисем чӗвӗлтетеҫҫӗ, йывӑҫсен ҫулҫисем пурҫӑн пек чӑштӑртатаҫҫӗ, инҫетрен хула хӗрринчен, кӗтӳҫӗ шӑхлич калани, Ватаракша енчен, фабрика тунӑ ҫӗртен, ҫутӑ шӑплӑхра ерипен ишсе килсе, ҫынсен сассисем илтӗнеҫҫӗ. Анчах Том ӑна правило тӑрӑх апла тума юрамасть тесе ӗнентерчӗ: кравать ҫине унпа юнашар ларса, малашне эпир мӗн-мӗн тума ӗмӗтленнине каласа пачӗ, енчен шӑв-шав ҫӗкленес-мӗн пулсан, эпир урӑхла та тума пултаратпӑр, унан, Джимӑн ӗнтӗ, нимӗншӗн те хӑрама кирлӗ мар, эпир ӑна пурпӗрех ҫӑлатпӑр терӗ. — Ирӗк, хӑвӑн ирӗкӳ, вӑлах власть пама пултарать; власть ирӗклӗхрен пахарах. Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижама тӑхӑннӑ, кукшаланма пуҫланӑ, лутрарах та уксах армянин, канакансен кашни ушкӑнӗнчех тӗл пулакан ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсене хӑй ирӗкӗпе култаракан комиксенчен пӗри пулнӑскер, автобуссем тавра уксахласа, хыпаланса ҫӳрет, аллинчи туйипе сулкаласа, каякансенчен тахӑшне ӑс парать: — Эй, сывлӑшра унта фрицсене пирӗнтен салам калӑр! Берсенев каланӑ-и сире ман ҫинчен, пӗлместӗп, сирӗн ҫинчен мана каласа пачӗ. Июнь вӗҫӗнче, Конев генерал армийӗ Хӗвеланӑҫ фронтӗнче наступлени тунӑ вӑхӑтра, Григорий Гвоздев хӑйӗн боецӗсемпе пӗрле нимӗҫсен линийӗ урлӑ каҫнӑ. Анчах юханшыв ҫыранӗ хӗрринче вӗсем никама та курмарӗҫ. Йӑрӑмлӑ серапэ ӗлӗкхи пекех ун кӗлеткин ҫӳлелли пайне хупласа, хулпуҫҫийӗсем ҫинчен усӑнса тӑрать, ягуар тирӗнчен ҫӗлетнӗ аттисем те ун урисенчех. Мӗнле, вуласа парам-и? — тесе ответленӗ. Кунсӑр пуҫне, ӗнен законлӑ хуҫи хам пулсан та, судра эпӗ тата кулӑшларах положение кӗрсе ӳкетӗп, мӗншӗн тесен кашни адвокат ҫуралнӑ хыҫҫӑнах тӗрӗсмарлӑха хӳтӗлеме тӑрӑшать. Вӑл чӑнлӑх вӗсене те кирлӗ. Эпӗ сире ытлашши нумай опиум памарӑм-ши тесе пӑшӑрханма пуҫланӑччӗ. Ҫавӑнпа ҫав пур асапсене тӳсетӗп те ӗнтӗ, унран ҫын тӑвас тетӗп — ман ӗҫе малалла тӑсакан пултӑр. Хам арӑма епле курӑнам-ха эпӗ халӗ? Марина выртрӗ; хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа, вӑл Андрей ҫумнерех лӑпчӑнчӗ. Амӑшне тӗрткелерӗҫ, вӑл енчен енне сулкаланса, малалла пӗр шухӑшсӑр, ним пӗлмесӗр тенӗ пек пычӗ. Эпӗ ӗнер картишӗнче ҫӳренӗ чухне хуҫа хӗрӗ темле казакпа чуптунине куртӑм, — терӗ Оленин. Вӑл вӗриленсе тӑнӑ. — Индеецсем? — терӗ Гленарван. Ывӑлӗ, нимӗн чӗнмесӗр, куҫхӳрипе кулса янӑ та ашшӗне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен хӑвӑрттӑн пӑхса тухнӑ. Анна Сергеевна вӗсем ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ, хитре те шурӑ аллине тӑсса пачӗ, кӑштах шухӑшласа тӑрсан, уҫҫӑнах та мар, анчах лайӑх кулӑпа кулса:— Кичемрен хӑрамастӑр пулсан, господа, ман пата Никольскине пырӑр, терӗ. Буабертло ун патне пычӗ. Остаппа Андрий пӗтӗм ҫамрӑк хӗрӳлӗхӗпе ҫак чарусӑр тинӗсе ыткӑнчӗҫ; ашшӗ килнӗ те, бурсӑна та, ӗлӗк чуна хумхантарнӑ ытти мӗнпур япаласене те ҫийӗнчех манса кайса, ҫӗнӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма тытӑнчӗҫ. Хӑйне кӗтмен ҫӗртен чӗннӗрен пӑртак тӗлӗннӗ сунарҫӑ ун хыҫҫӑн утрӗ. Акӑ вӑл, ман алӑра, донья Исидора Коварубио де-Лос-Ланос алӑ пуснӑскер; ҫыруне ман пекех чухӑн мустангер патне янӑ. Елена кӗнеке тытрӗ, унтан ҫӗлеме ларчӗ, унтан каллех аллине кӗнеке илчӗ; кайран вӑл пӗр аллея тӑрӑх ҫӗр хут утса тухма сӑмах пачӗ те ҫӗр хут утса тухрӗ; унтан Анна Васильевна вылямалли картсем сарса хунине чылайччен пӑхса тӑчӗ… вара сехет ҫине тинкерчӗ: вунӑ сехет те ҫитмен иккен-ха. Ӗҫ тупӑнасса виҫӗ ҫул хушши усӑсӑр кӗтнӗ хыҫҫӑн мана «Антилопа» ятлӑ карап хуҫи Вильям Причард капитан Кӑнтӑрти тинӗсе хӑйпе пӗрле кайма сӗнчӗ. Ку усӑллӑ сӗнӗве эпӗ йышӑнтӑм. Ҫурма ротӑсем, корпус командирӗнчен чылай аякка кайса, пӗрин хыҫҫӑн тепри сулахай хулпуҫҫипе ҫаврӑнаҫҫӗ те хӑйсен малтанхи, утма пуҫланӑ чухнехи вырӑнӗсем патне таврӑнаҫҫӗ. — Кӑна ӑнланмастӑп вара, тӳррипе каласан, ӗненме те пултараймастӑп, — терӗ Гальцин, — таса мар кӗпе йӗмлӗ, пыйтлӑ тата алӑ ҫумасӑр пурӑнакан ҫынсем ҫапӑҫура харсӑр пулма пултарасса ӗненес килмест ман. Пӳлӗм тӑрӑх вӑл ҫав тери ҫемҫен утса ҫӳрерӗ, хӑй умнелле ҫутӑ хура куҫӗпе тарӑннӑн пӑхрӗ, хӑй тата ҫӳллӗрех, тӳрӗрех, ҫинҫерех пек курӑнчӗ. — Эпӗ вӑл мӗнле шухӑшланине пӗлместӗп вӗт, эпӗ вӑл мӗн каланине ҫеҫ калатӑп. — Ну, питӗ шеп; хавасланни яланах аван. Мӗнле вара вӑл ача халлӗнех юлтӑр-ха, каҫпа та ӗҫлет пулсан? Халӗ вӑл Совет Союзӗн Геройӗ! Ан та ӗҫ. Кил-йышсем пурте ӑна ыталаҫҫӗ, хапха патӗнчи ют ҫынсене асӑрхӑмасӑрах ун тавра шавлаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ. Хӑш-пӗрисем ӑна ватӑ Финн хӑех вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Кукӑр сӑмсасем кӑриклетеҫҫӗ, кӑсӑя сассисем янтӑраҫҫӗ, кукук куклать, сар кайӑк шӑхӑрать, вӑл кӗвӗҫсе юрланӑ юрри чарӑнмасӑр янтӑраса тӑрать, тӗлӗнмелле кайӑк — шухӑша кайнӑ пек юрлать. Ҫамрӑк капитан сӑмахӗсем Мэрине лӑплантараҫҫӗ, ҫавна май Джонпа унӑн хушшинче юлташлӑх ӳссе ҫирӗпленсех пырать. — Ҫыру? 1816-мӗш ҫулта, май уйӑхӗнче, манӑн … кӗпӗрни урлӑ, халӗ пӑрахӑҫа тухнӑ аслӑ ҫулпа каймалла пулчӗ. Тьфу, мур патне!.. — Эсӗ колхозниксем умӗнче ырӑ пулма тӑрӑшатӑн, пуриншӗн те аван пуласшӑн, пире вара тӗне хирӗҫ кӗрешме чӑрмантаратӑн. Халь ӗнтӗ вӑл мана урӑх кирлӗ мар. Пичче манпа пӗр сӑмах та калаҫмарӗ. — Унта пӗтӗм ҫӗр ҫинчи лайӑх таварсене суйласа илсе пыраҫҫӗ. Девяткинсен килӗ умне Андрей шарт сиккипе чуптарса ҫитрӗ, вара, учӗ ҫинчен анчӗ те, йӗннинчен хӗҫҫине туртса кӑларса, крыльца ҫине чупса хӑпарчӗ. Ҫурт стени хыҫӗнче, ҫарамас пулнипе шӑнса ӗнтӗркенӗ ватӑ шуйттан евӗр, ҫил харкашса тулашать. Йынӑшни те, ҫухӑрни те, тискеррӗн кулни те пур ун ӗхӗрӗвӗнче. Унӑн ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирӗ айӗнчен хӑрушӑ суранӗсене пӑхсан, манӑн кӑмӑл ирӗксӗрех пӑтранса каять. — Юргин-и? — Мӗн эс, ман упӑшка ҫине танксем пырса кӗмен тетӗн-им? Пӗррехинче ҫеҫ Тарас ывӑлӗсене инҫетри курӑк хушшинче кӑшт ҫеҫ хуралса курӑнакан пӑнчӑ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те: «пӑхӑр, ачасем, ав тутар вӗҫтерсе пырать!» тесе хучӗ. — Акӑлчансем пурте — пирӗн тӑшмансем. Эсир ӑнланатӑр-и эпӗ мӗн каланине? Анчах йӗрке тата парти уставӗ ӑна сӳтсе явма хушать. Кометӑсене пӗрремӗш хут XVI ӗмӗр вӗҫӗнче пурӑннӑ паллӑ астроном Тихо Браге тӗпчеме тытӑннӑ. — Ӗҫре пултаратӑп эпӗ, юрлама-ташлама тата савма-юратма мана никам та чарма пултараймасть. Кам халӑх хушшинче хӑй ҫине ҫынсем ӑшӑ куҫпа пӑхнин телейне курман, ҫавӑ Ленӑна ярса илнӗ хавхаланӑва ӑнланаймӗ. Хӗп-хӗрлӗ питлӗ хӑй, Огнянова курсан йӑлл кулса илчӗ. Халь ӗнтӗ сывӑ пул, кай. — Ах, ан чӑрмантарӑр мана, — терӗм эпӗ кичеммӗн, тепӗр еннелле ҫаврӑнса. Никам та! Вӑл суд пӳлӗмне кӗрсессӗнех, писарьсем ура ҫине тӑчӗҫ, хур шӑммисене хӑлха хыҫне хӗстерчӗҫ, суд членӗсем ӑна чыслӑн кӗтсе илчӗҫ, унӑн чинне, ҫулне тата кӳпшек ӳт-пӳне хисеплесе кресло пукан лартса пачӗҫ. Пиратсем блокгауза тата пирӗн мӗнпур запассене тытса илнӗ. Анна Сергеевна, эсир хирӗҫ мар пуль? — Пурччӗ. Ара мӗн мурне-ха эпӗ сан ҫумна ҫулӑхрӑм! — Икӗ шӑллӑма Севастополь патне хуса кайрӗҫ те, вӗсем унтах пӗтрӗҫ. Ҫутӑлсан, эпӗ Томпа ун юлташӗсене куҫпа шырарӑм. Денщик вӗсене апат ҫиме чӗнчӗ. — Кам хӑрать, ҫав пӗтет! Хаби — хулана пурӑнма каннӑ, Язь — урасӑр пулнӑ, вӑл ҫӳремест. Яш чухнех хӑй пурнӑҫӗнче мӗн кирлине чухласа илме вӗреннӗскер, халӗ вӑл чи малтан хӑй умне лартнӑ тӗллев патне епле те пулсан хӑвӑртрах, вӑхӑта сая ямасӑр ҫитмешкӗн хӑйӗн мӗн-мӗн тумаллине тӗп-тӗрӗс палӑртса хучӗ. Анчах пӗр каҫхине, канашра нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн, Киш мӗнле сунара ҫӳренине тӗпчесе пӗлме ҫынсем яма йышӑннӑ. Анчах музыка кӗвви калама ҫук савӑнӑҫлӑ, таврара хаваслӑ кулӑ, вара вӗсем те каллех, алла-аллӑн тытӑнса, аллея тӑрӑх утрӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ, ним чӗнмесӗр, Герцен, Дарвин, Гарибальди портречӗсене пӑхса лартӑм. Манӑн сӑмах мая килчӗ. Старик карета кӗтессине хӗсӗнсе ларчӗ. Андрей Карлович патӗнче эпӗ, хӑй тата унӑн ватӑ адьютанчӗ пӗрле, виҫҫӗн, апатлантӑмӑр. — Нихӑҫан та хӑю ан ҫитернӗ пул кун пек тума! — кӑшкӑрчӗ вӑл, унтер-офицер патне чупса пырса та ӑна хулпуҫҫирен ҫулса тытса. — Пурте. Воропаев хӑй топчанӗ ҫинчен ӑна сӑнаса выртнине сисмест пулин те, Лена именнӗ, вӑтаннӑ сӑнлӑ. Вӑл хӑйне аван маррӑн туйни сисӗнет. — Калӑр-ха, хаклӑ Зеб, — тенӗ вӑл, хӑй хӗрарӑм тарҫине кӑларса ярсан, — мӗншӗн ҫав мексиканеца арестленӗ, Мигуэль Диаза? Кала часрах, каласа пар йӗркипе! — Эппин, сыв пулӑр, Юрий Алексеевич. Садра ҫерҫисем ҫарӑлтататчӗҫ те чакаксем чаклататчӗҫ. Пӑчӑ сывлӑш сасартӑк нӳрӗк сулхӑнлӑхпа улшӑнчӗ. Анчах ҫав самантсенче унӑн канӑҫсӑр шухӑшӗ мӗнле ыйтусем тавра ҫаврӑннине ҫывӑх ҫынсем те пӗлмен. Окуляра калпакпа хупларӗ. Цыган майри графиня те-ха! Вӑл мар… леш, хайхи… Ҫапла вара ашшӗ шуррисемшӗн, ывӑлӗ кӑваккисемшӗн ҫапӑҫать. — Ия, пулнӑ, сэр. Наташа кулса ячӗ. Чӑн та ҫапла: «Пӗрех мар-и?» — «tirе bas ӑ соnsequеnсе». Ҫатан ҫинче яланах тӗрлӗ япаласем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем вара ӑна тата ытларах капӑрлатаҫҫӗ; е хӗрарӑм кӗпи карӑнса тӑрать, е арҫын кӗпи, е шӑлаварсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Литке хальхинче хӑйӗн ашшӗне лартса килчӗ. Вӑл ӳпне выртатчӗ, унӑн юлашкинчен ҫырнӑ ҫырӑвӗсем сумкӑрахчӗ, сумки какӑрӗ айне пулнӑччӗ. Анчах амӑшӗ ӑна хӑйӗн ҫуллӑ аш татӑкне ҫисе ямасӑр ниҫта та яман. Базаров нимӗҫ ҫине пӑхса илчӗ. Эпӗ унӑн ҫемҫе те шурӑ аллине питӗ ӑшшӑн чӑмӑртарӑм. — Ҫапла, — пӑшӑлтатрӗ Яков Лукич. Хӗвеланӑҫӗнчи пысӑк хапхи урлӑ ура ярса пуссан, эпӗ ик тӗп урам тӑрӑх ерипен хӑяккӑн утса тухрӑм. — Куратӑп, хӑшӗ-пӗри халӗ те-ха пенинчен хӑрать. Хуйхӑ курса ирттерни ватӑ плантаторӑн мӑнкӑмӑллӑхне ҫапса хуҫнӑ. Эпӗ Пашӑпа курнӑҫнӑ кун вӑл яланах килет. Эпӗ ӑна асӑрхарӑм та… Манӑн Митя — таса чун, — мӗн турӗ вӑл? Ӗнене кам сӑвӗ? Сирӗн преосвященство ир тӑнине пӗлет вӑл, ҫавӑнпа та… — Вӑл аялта-и? — Эсӗ хӑв тилхепӳне мана паратӑн-и? Унта рабочисене питӗ япӑх ҫитереҫҫӗ. Гарнизон начальникӗ пулнӑ май, эпӗ вӗсемпе калаҫса пӑхрӑм. Пӗр Уэлдон миссис кӑна, Дик темле ӳкӗтлесен те, апата тӗкӗнсе ҫеҫ пӑхрӗ. — Ме, — терӗ Рита кулкаласа, Сергее револьверне парса, — халь эсӗ мӗнле пенине пӑхар. Ав ӑҫта паттӑрлӑх упранса тӑма пултарнӑ иккен! — А эп — тата пӑртак ӗҫем-ха; камӑн коньяк ӗҫес килет? — айван сасӑпа тӑснӑ бакенбардӑллӑ господин, аллине бутылка тытса. Савса пӑрахнӑшӑн эпӗ айӑплӑ мар. Чунна ҫухатсан?.. — Ҫапах ӗненӗн-ха мана, мӗншӗн тесен сана эпӗ пурне те каласа парӑп. Тепӗр икӗ кунтан Щукарь мучи, кил хуҫи хӗрарӑмӗ умӗнче Андрейӗн ниме юрӑхсӑр ӗҫне тирке-тирке, пӳрт ҫине вистесе, тепӗр хут витсе пачӗ. Кам каланине? Анчах Остапа ҫӗнтерсе пыраҫҫӗ ӗнтӗ; ак ӗнтӗ пӗри ун мӑйне йӑлмак тӑхӑнтарчӗ, ӗнтӗ ҫыхаҫҫӗ, ӗнтӗ йӑтаҫҫӗ Остапа. Шыв, те ӗсӗклет, те йӗрет, те хӑракаласа кулать. Электрик хӑй мӗн шухӑшланӑ, ҫавна каласа хучӗ:— Йӑла-хӑнӑхусем этеме мар, этем хӑй йӑла-хӑнӑхусене алӑра тытать. — Эс пирӗн мар! Пирӗн пек калаҫмастӑн, шуйттан! — кӑшкӑрчӗ ун ҫине старик, хӑйӗн шӑл тунисене кӑтартса. Эпир лашасем ҫине мӗнле утланса ҫӳрени ҫинчен, вӗсене тӗрлӗ хатӗрсемпе урапасене кӳлни ҫинчен, йӗнерсемпе шпорсем тата чӗн саламатсем ҫинчен ӑна эпӗ тӗплӗн каласа патӑм. Ҫӗрпӳртри сывлӑш ҫав тери вӗриленсе ҫитрӗ, мачча ҫинчен сивӗ те шултра тумламсем патлатса тумлама пуҫларӗҫ. Кӑмака еннелле ҫаврӑнчӗ те вӑл, малтан пуҫарнӑ халапах малалла тӑснӑн кил хуҫи арӑмне ыйту пачӗ: — Ну, инке, мӗнле? Ҫитменнине тата Костя ӑна, батальон командирне, батальонта чух пӗр шарламасӑр пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, хӑй вестовой пулса ӗҫленӗ май, вӑл ӑна, Лозневоя, уйрӑммӑнах хисепленӗ, уншӑн кирек мӗн тума та хатӗр пулнӑ. Пирот таврашӗнче ҫӗр ирттертӗмӗр те, сасартӑк асар-писер тӑвӑл хускалса кайрӗ. Эх, пулчӗ те тӑвӑл!.. «Шурӑ Акӑш» гостиница, пит чаплисен шутӗнче пулман пулсан та, унчченхи вырӑнӗнчех ларнӑ та чылаях лайӑх пулнӑ-ха. Хӑйӗн начальникӗ, ватӑла пуҫланӑ каскӑн офицер, Германи вӑрҫинче чухнех казаксене тискеррӗн тыткалама пӗлнипе чапа тухнӑскер, ҫапла хӑйӗн ахаль ҫын туйӑмӗсене палӑртнинчен, халиччен илтмен сӑмахсемпе калаҫнинчен тӗлӗнсех кайнӑ Яков Лукич, ҫук, кушаксене юратмастӑп, тенине пӗлтерсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Анчах эпӗ хӑш чухне шухӑшлаттӑм… эпӗ шанаттӑм… — Артур, анчах вӑл священник вӗт! — Час-часах. Кунтах тата ҫар тумтирӗ те туллиех: кӗтесре хутаҫсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, царвулӗсем, урана чӗркемеллисем, ют ҫӗршывра тӑхӑнакан темле костюмсем, галунсемпе тӗрлесе пӗтернӗскерсем, тата темле-темле иккӗлентерекен япала та нумай. Вӑл канӑҫсӑр пулнӑ пек пӗрмаях сӑран картузне тыткаласа пырать, — ӑна куҫ ҫинеллех антарса лартать, тутипе мӑкӑртатать те мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшланӑ пек йӗри-тавра пӑхкалать; картузне ӗнси ҫинелле тӗртсе ярать, ҫамрӑкланса каять те, тем кӑмӑла каякан япала ҫинчен шухӑшласа, усси ҫинелле пӑхса йӑл кулать, унӑн ӗҫ нумай пулнине те, шыв ерипен ҫеҫ чакни ӑна пӑшӑрхантарнине те ӗненес килмест, — ун пуҫӗнче темле ӗҫ шухӑшӗсем мар пулмалла выляса тӑраҫҫӗ. Халӑхсен чунӗсем текен япала ҫинчен калаҫас пулсан, китаецсемпе сирӗн чунӑрсем — тӗрлӗ тӗслӗ те тӗрлӗ виҫеллӗ. Фоман сӑн-пичӗ тӑсӑлса, шурӑхса кайнӑ, унӑн кӑшт уҫӑлса тӑракан тутисенче тата кичемленсе кайнӑ куҫӗсенче йывӑр та йӳҫӗ тӗлӗнӳн сӑнарӗ пулнӑ… — Кирияк, тӑнлӑ ҫын-ҫке эс… Кустӑрмисене чӑнкӑртаттарса, сиренипе кӑшкӑртса, поезд куҫран ҫухалчӗ, ун хыҫҫӑн шӗвекрех тусан ҫеҫ мӑкӑрланса юлчӗ. — Ҫавӑн пек пӑшӑрханнӑшӑн питех те хӗрхенетӗп сире, анчах эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм. Ямшӑк ҫырмапа кайма шут тытрӗ, ку пирӗн ҫула виҫӗ ҫухрӑм кӗскетмеллеччӗ. Аслатилӗ «урра» янӑрать. «Сывӑ пултӑр Сталин юлташ!» тесе пурте кӑшкӑраҫҫӗ. Иксӗмӗр хушшӑмӑрта вӑрҫу-ятлаҫу сахалтарах пулӗ… Ҫывӑрма выртмасӑр ҫӳренӗ пулсан вӑл Джемма ҫинчен шутланӑ пулӗччӗ, ӑна вара темшӗн ун ҫинчен шутлама намӑс пулчӗ. Манӑн тусӑм пур, аван ҫын, анчах пачах та сунарҫӑ мар, кун пек вӑл яланах пулкалать? Агафон та Кутузов пек пурин умӗнче кӑвак кӗсре утланса пырать. Ҫынӗсен ӑшӗсенче вут хыпса тӑнӑ чухне ахаль сӑмах пани ҫеҫ ҫителӗклӗ пулас ҫукчӗ пулӗ. — Барышня чӗрех, — терӗ Палаша. Пурте ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Вӑл мана сӑхман аркинчен (сӑхманне ҫирӗп пурҫӑн материрен тунӑччӗ) пит ҫивӗч ярса тытрӗ те ещӗкрен туртса кӑларчӗ. Пусса кӗр-ха автанна, ҫӑмарта хӑпартните ҫупа ӑшаласа пар. Ан кӳрентӗр тесе, асӑрханарах калаҫса пӑхас та унта — айккинелле пӑрӑнас», — хӑй сисмесӗрех ассӑн сывласа ярса шухӑшларӗ Давыдов. Эпӗ ҫинчех ун патне ҫыру ҫырма шут тытрӑм. Верейский те, ӑна кура, чунтан савӑнса тӑчӗ. Тепӗр тесен, Бенедикт пиччен китсен ҫумӗнче нимле ӗҫ те ҫук-ха, Арктика, Антарктида тинӗсӗсенчи сӗтпе ӳстерекен мӗнпур чӗрчуна вӑл сайра тӗл пулакан пӗр-пӗр хурт-кӑпшанкӑпа улӑштарӗччӗ. Ҫав ҫулсемпе нимӗҫсен икӗ пысӑк колонни пырать. Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, шыв фонтанӗ ҫӳлелле ялан пӗр евӗрлӗ сирпӗнсе тӑмасть, унӑн вӑйӗ хӑш чухне сахалланать, унтан ҫӗнӗрен вӑйланать, ку манӑн шухӑшӑмпа гейзӗрӑн шалти хӑвӑлӗнче пухӑнса тӑракан шыв пӑсӗсем пӗрпек пулманран ҫапла улшӑнать пулас. Клубран тухсан, вӑл тарӑннӑн, ирӗклӗн сывласа янӑ, ыркӑмӑллӑн кулкаласа, Ухтищева:— Лайӑх та патӑм эп ӑна, э? — тенӗ. Ҫапла каларӗ Бовдюг, унтан чарӑнчӗ. Мана, преступленишӗн ҫеҫ мар, пӗр айӑпсӑр ӗҫшӗн пулсан та, сирӗнсӗр пуҫне кам айӑплама пултарӗ? Макҫӑм костылӗсемпе ҫиллессӗн тӳплеттерчӗ. Ҫук, тӑванӑмҫӑм ман, пурӗ те пӗртен-пӗр ҫирӗп, ҫав тери илемлӗ те нимӗнле улӑшӑнман япала ҫех пур — ирӗклӗ чун, унпалан пӗрле тата пултарулӑх шухӑшӗ те пурнаслӑхӑн хыпса-ҫунса тӑракан хаваслӑхӗ. — Эсӗ паян мӗн ҫинчен калаҫасшӑн, Юрий? — Пӗр гектар ҫинче ӗҫлессине аталантарас пирки калаҫса пӑхасшӑнчӗ эпӗ, Варя. Пурте саланса каяҫҫӗ те кашни, хӑйӗншӗн хӑраса, хӑйне валли лӑпкӑ кӗтес тӑвать… Судья: «Чӑнах та ҫапла иккенне ӗненетӗп», — тенӗ. Старик вара пурнӑҫӗ ӑнӑҫман ҫынна хӗрхенес пулать тенӗ; судья чӑнах та ҫапла тенӗ; вӗсем иккӗшӗ ыталаннӑ, куҫӗсем каллех шывланнӑ. — Пурте турӑран килет, господа! Атака ҫинчен аса илсенех ун куҫӗ умне фронтри тусӗсем тухса тӑчӗҫ. Пуриншӗн те пӗр пекех кӑмӑллӑ, пуринпе те ӑшӑ чунлӑ, яланах лӑпкӑ та пӗччен пулнӑскер, вӑл пуриншӗн те малтанхи пекех хӑйӗн ӑшӗнче вӑрттӑн пурнӑҫпа, ҫынсенчен таҫта малта пурӑнакан ҫын пулса юлчӗ. — Пӗтме маннӑскер! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ас ту, сана пӳлекенсем ан пулччӑр… Хӑш-пӗрисем тарӑхрӗҫ те пулӗ, тен, влаҫсем те ҫилленчӗҫ пуль. — У-у, тупӑннӑ ӑнланаканни! Вӗсем темӗн пекех пысӑк, вӗсенчен чи пӗчӗкреххи те хӑйӗн пысӑк шӑлӗсемпе пирӗн сулла пӗр самантрах аркатса тӑкма пултарать. Паян эпир хамӑран чи лайӑх япаламӑр мӗн таран таса иккенне пӗлетпӗр эппин, вӑл хӑй яхӑнне пылчӑк янипе яманнине куратпӑр. Чура турттаракан карапсем унчченхи пекех тинӗсрен тинӗсе ишнӗ, колони порчӗсенче хӑйсен «хура йывӑҫ» таварне пушатнӑ. Юратса пӑрахас та пӗтӗм пурнӑҫа, мӗнпур шухӑша ӑна халаллас. Унтан вара козаксем, лаша ҫилхи ҫинелле ӳпӗнсе, курӑк ӑшӗнче ҫухалчӗҫ. Симурден ун еннелле ҫаврӑнчӗ. Астӑвӑр-ха, Ферганӑри ӗҫсене хӑҫан пуҫланӑ? Ялта ӗнтӗ халӑх нумайланчӗ, анчах ял ҫав-ҫавах, ҫак юлашки икӗ кун хушшинчи пекех, пушанса юлнӑн туйӑнать. Ольховка ҫыннисем пурте пытанса пӗтнӗ, хӑра-хӑрах ют ҫӗршыв хурахӗсем килсе кӗрессе кӗтсе лараҫҫӗ. Тӗттӗмленсех ҫитмен-ха. Паян ирхине кӑна каларӑм-ха эпӗ пӗр хӗрарӑма хам ачамсене шыратӑп тесе… «Мӗнле хӑтӑлнине пӗлни мӗн усӑ парать-ха? хӑтӑлнӑ, ҫавӑ лайӑх. Ромашов… — сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑна та пӳлӗне-пӳлӗне, аякранах тискеррӗн кӑшкӑрашма пуҫларӗ вӑл. — Цветанчо, вуттине ытларах пӑрах-ха, хӗмленерех ҫунтӑр… — Капитан, — терӗ вӑл малтанхи пекех ырӑ мар кулса. — Кунта манӑн ватӑ юлташӑм 0`Брайен йӑваланса выртать. Эсӗ ӑна шыва пӑрахмӑн-ши? Санин ӑна хӑйӗнпе трессетла выляма сӗнчӗ — вӑл унтан лайӑхрах япала шутласа кӑларма пултараймарӗ. Лайӑхрах пӑх-ха, Прянишков, пирӗн пата кам килет ҫав? Цивилизаци ӳтне касса, этемлӗхе сыватма тарӑн суран тӑвать… Манран та вунӑ пус ил ак… Пульӑсем пӗрре бруствер ҫине тирӗнеҫҫӗ, тепре бруствер ҫинчи юра сирпӗтсе илеҫҫӗ. — Пур, — тавӑрчӗ Евдоксия: — анчах пурте вӗсем пушӑ ҫынсем. Кунта эпӗ наука ҫинче нумаях чарӑнса тӑмастӑп. Наука ку халӑхӑн пур енчен пит вӑйлӑ аталанса кайнӑ. Вӗсен ҫыру йӗрки пит урмӑшши ҫине анчах асӑрхаттарас тетӗп; вӗсем пирӗн пек, Европӑри ҫынсем пек, сулахайран сылтӑмалла ҫырмаҫҫӗ: арабсем пек сылтӑмран сулахаялла та ҫырмаҫҫӗ: китайсем пек ҫӳлтен аялалла та ҫырмаҫҫӗ: пирӗн акӑлчан дамисем пек чалӑшла, пӗр кӗтессинчен пуҫласа тепӗр кӗтессинелле ҫырса каяҫҫӗ. Лилипутсем вилнӗ ҫынсене ҫӗре пуҫхӗрлӗ чиксе пытараҫҫӗ. Эпӗ, паллах, ыйтуне ӑнланаймарӑм та:— Мӗн? — тесе ыйтрӑм тепӗр хут. Э? Ку ӗнтӗ пирӗн гражданла тивӗҫ те-ха, — хушрӗ вӑл хисеплӗн курӑнас ӗмӗтпе. Хӑв сӑмсу айӗнче мӑкӑртатни илтӗнмест! Андрей сисет, наҫилкка, уншӑн пулсан, кашни ура ярса пусмассерен йывӑрланса пырать, анчах, апла пулин те, вӑл хӑйӗн вӑйӗ пур таран утать те утать, чирпе кӗрешсе пырать. Вӑл, пире курсан, чӗтресе илчӗ; хӑй, ура айӗнчи пылчӑк ӑшне алтса лартнӑ пек, тӑп тӑчӗ. Пирӗн атака пуҫламалла. Ҫапла ответ панӑшӑн вӑл хытах кӳренчӗ тесе калаймастӑп; кӳренме мар, вӑл хӑйӗн нумай министрӗсем пекех, эпӗ кайма шутланӑшӑн пит кӑмӑллӑ пулнине ӑнсӑртран пӗлтӗм. — Пустуях килӗшместӗр, — Воропаев тӑчӗ те йӗпе картузне тӑхӑнчӗ. Феничка кунран-кун лайӑхланса пынӑ. — Сурма пӑрахрӗҫ. Хӑш чухне ҫапла Дуня та ҫавӑн пекех ҫухалса кайма пултарать тесе шухӑшлатӑн та, ирӗксӗрех ӑна вилӗм сунса ҫылӑха кӗретӗн…» — тесе пӗтерчӗ старик хӑйӗн сӑмахне. Манӑн сире пӗр-икӗ сӑмах калас килет. Учитель урокне пӗтернӗ-пӗтермен эпӗ пӳлӗмрен тухатӑп: мана пиччепе иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юласси хӑратать, вӑтантарать те, намӑслантарать те. — Мӗнле бланка? Санӑн кӑмӑлу кӑрарах, эс ан аптратса ҫитер ӑна». Пулаймӗ, эп тем курма та хатӗр, теме те тӳсетӗп, мана асаплантарнин усси те ҫук, мӗншӗн тесен, ним пытармасӑр, ним ултавсӑр, хам мӗн пӗлнине пӗтӗмпех, йӑлтах каласа паратӑп! Эсӗ ӑна путсӗре, кала: пӗр патрон ҫеҫ киле илсе таврӑнтӑр, — пуҫне пӑрса тататӑп. Пирӗн Ҫӗр те, Уйӑх, Марс, Юпитер т. ыт. планетӑсем пекех, ҫутатакан япала иккенне эпир хамӑр куҫпах куратпӑр. Анчах ӑна ҫавӑнтах каялла кӑларчӗ, ним шутла пӗлмесӗр, пӗрре пистолет, тепре Нестеренко ҫине пӑхса илчӗ. — Аван мар капла… Эсӗ мӗнле пӑшалсӑр юлатӑн вара? Эпӗ вӑл мӗн пирки ҫилленнине сисрӗм те, манӑн ӑшӑма темӗнле пӗчӗк шанӑҫ кӗнӗ пекех пулчӗ… Хушӑран хушӑ вӑрманта пӑшал сасси илтӗнкелет, пӑшаллӑ юланутҫӑсен икӗ пӗчӗк ушкӑнӗ лавкка умӗнчен иртсе кайрӗ; пӗтӗмпех лӑпланса ҫитеймен иккен-ха. Йӳҫӗрех тӗтӗм сирӗлсе кайрӗ, вара сентре ҫинчи чашӑк-тирӗк ванса пӗтни, чӳрече кантӑкӗсем пурте тухса вӑркӑнни, кӑмака анинчен кирпӗчсем тухса ӳкни курӑнчӗ. Кӗтӗве икӗ пая уйӑратӑр та, пӗр пайӗ Василӗн, тепри — санӑн пулать. Тата тимлӗ пулӑр! Тӳремлӗхӗн тепӗр вӗҫӗпе Каса-дель-Корво гасиенди курӑнса ларнӑ. Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи? — хӑйӑлтатса ыйтрӗ Половцев. Служба енӗпе ӗнтӗ ӑна чаплӑ вырӑнсем сӗнчӗҫ, экзаменсене, комитетсене чӗнчӗҫ. — Итлӗр-ха, старик, кунта килӗр-ха, — ачинчен ирттерсе кӑшкӑрма тӑрӑшать улпут майри. Ҫитменнине тата Казбич Бэлӑна тахҫантанпах юратса пурӑннӑ-ҫке. — Ҫакӑн пек ҫанталӑкра сунара ҫӳреме юрать-и? Кондрат Давыдов умне пырса тӑчӗ, вите тата улӑм шӑршипе витӗрех витнӗскер, куштӑркаса кайнӑ сивӗ аллине тӑсса пачӗ. Аэропланӑн пропеллерӗ вырӑнне пысӑк чышкӑ ӳкернӗ тата «ультиматум» тесе ҫырнӑ. Пурҫӑнпа витнӗ сӗтел пуҫӗнче — Аэлита ашшӗ, Тускуб, тӑрать. Кӗрӗс-мерес пысӑк аллисем хӑмпӑланса та ҫуркаланса пӗтнӗ. Анчах картиш варрине ҫитрӗм кӑна, мана хирӗҫ пӗр йытти сиксе тӑчӗ, унтан — тепри, эпӗ тӑп чарӑнтӑм. Лаштра йывӑҫсен сулхӑнне, террасӑн пӗр кӗтессине, санаторире сывалакансем тухса ларнӑ. Пирӗн пароход ҫӗртен уйрӑм пырать, унтан аяккалла тарать, ялсем, ҫынсем пурри ҫинчен аса илтерсе, ывӑннӑ кун шӑплӑхӗнче куҫа курӑнман чиркӳ тӑрринче чан ҫапнӑ сасӑ ҫыранран илтӗнсе килет. «Базарова асӑнса», пӑшӑлтатрӗ те Катя хӑйӗн упӑшкине хӑлхаран, унпа шаккаса ӗҫрӗ. Аркадий кӑна хирӗҫ унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, анчах ку тоста хыттӑн ҫӗклеме хӑяймарӗ. Питӗрте ҫамрӑк ухмах хӗрсем пайтах, вӗсем паян атлас та бархат тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, ыран пӑхатӑн — хупахран ҫаралса тухнисемпе пӗрле урам шӑлаҫҫӗ. — Дубцов хаҫата салатрӗ те унтан тикӗс мар та шултра саспаллисемпе ҫырса тултарнӑ шкул тетрадӗнчен ҫурса илнӗ темиҫе хут листи илчӗ, вӗсене Давыдова тыттарчӗ. Уэлдон миссис та Томпа ун юлташӗсем хӑйӗн упӑшки Джемс Уэлдон мистер патӗнче хӳтлӗх тупассине, вӑл вӗсене Пенсильвание таврӑнма мӗн кирлине пурне те тупса парассине пӗтӗм кӑмӑлтан шантарчӗ. Тӑшмансем пӗр-пӗрин ҫинелле урнӑ пек ыткӑнса пычӗҫ. Выльӑхсем! Чӑн юлашкинчен виҫҫӗмӗш эскадрилья командирӗн самолёчӗ вӗҫсе килчӗ. Шупкалансах пыракан ҫутӑра, хӑш-пӗр ҫӗрте, сӑрт тӑррисем палӑркалаҫҫӗ, — вӗсем ҫийӗнче, ҫӳлте, пӑрахса кайнӑ маяксем пек, картлӑ-картлӑ та хура чӑрӑшсем курӑнаҫҫӗ. — Тин кӑна Гусев патӗнче пултӑм, вӑл — маттур тиха пек: аллисене гипсланӑ, янах шӑмми хуҫӑлнӑ, анчах пӗр чарӑнми кулать, таврӑннӑшӑн хытӑ савӑнать. Сылтӑмалла, ватӑ кӗсре, анчах манран ан юл, ахалӗн ҫухалса кайӑн та сан ҫуллӑ ӑшна койотсем ҫисе киленӗҫ. Тепӗр чухне тата унӑн чуппи хумсен юххипеле пӗр виҫене ларать, вара яхта руль ӗҫлеме пӑрахнипе нимпе килӗшмесӗр енчен енне вылянса пырса ӳпне выртасран хӑратать. Ҫак приключени мана мӗнле пулсан та инкекрен хӑтарса ирӗке кӑларасси ҫине шанма пуҫларӑм. Хорь тенкел ҫине ларчӗ те, хӑйӗн кӑтра сухалне лӑпкӑн шӑлса якатса, манпа калаҫма тытӑнчӗ. Учительпе вӗренекен хушшинче калаҫу пуҫланчӗ. Игнат, пӑхӑнуллӑн, арӑмӗ патнелле утнӑ: — Ну, мӗнле, Наталья? — тесе ыйтнӑ вӑл, арӑмӗ выртакан вырӑн ҫине мӗлке ӳкерекен чаршава аяккалла сирсе. Пӗр сӑмахпа йыхравҫӑ пирӗн пата пулӑшу илсе ҫитериччен пӗр эрнерен ытла иртмелле мар. Унӑн ӑна пенӗ хыҫҫӑн чӑнах та питӗ вӑйлӑ сунас пуҫланнӑ. — Ну, мӗн вара апла пулсан? Мӗншӗн тесен пӗр эпӗ ҫеҫ ӑна летчик мар, художник пулмаллине кӑтартса патӑм. Тӑлӑх арӑм ҫапах та эпӗ ӑҫтине ыйтса, тӗпчесе пӗлнӗ, мана ҫӑлма пӗр ҫынна хушнӑ, анчах атте ӑна пӑшалпа хӑратса хӑваласа ячӗ. Каярахпа тата эпӗ хам та кунти пурнӑҫа хӑнӑха пуҫларӑм, чӗн пиҫиххисӗр пуҫне мана пурте килӗшекен пулчӗ. Борис Ливицкий бухта еннелле кӑтартса ҫапла каларӗ: — Тепӗр виҫӗ ҫултан пӗр-пӗр ҫӗнӗ Воропаев унта ҫурт тара илме шутласан, унӑн черете ҫырӑнма тивет. Вӑхӑт Анна Михайловнӑна ним ҫӑмӑллӑх кӳмесӗрех иртет, анчах усӑсӑрах теме те ҫук: халь ӗнтӗ вӑл хохол шӑхличӗ каланӑ самантсенче хӑйне тӗлӗнтернӗ кӗвӗ пуянлӑхӗпе поэзи тарӑнлӑхне чун-чӗрипе туйма пуҫларӗ. — Лампа ҫутас мар-и? — ыйтрӗ вӑл кӑшт тӑрсан. Вӑл пукан ҫинчех сиксе илчӗ те пӗр хушӑ итлерӗ, унтан мана ҫапла каларӗ: — Прогресс — харпӑр хӑйне лӑплантарма шухӑшласа кӑларнӑ япала! Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир ун ҫинчен аса та илмерӗмӗр. Блефуску императорӗ патӗнчен посолсем килсе килӗшӳ тума ыйтаҫҫӗ. Вӑл савӑнӑҫлӑн ҫӳҫенсе илчӗ. Голова ӗнтӗ пурне те тӳссе ирттерме шут тытрӗ. Эпир санпа ӑҫта тӗл пулма килӗшрӗмӗр? Унта вӗсене комсомолецсем складсенче шыраса тупнӑ. Эпӗ ӗнерех тухса каяс тенӗччӗ, анчах ҫав эсрелӗ арҫын ачисем ҫавӑнта ту ҫинче йӑшӑлтатнӑ чухне, вӗсем пӗтӗм ҫурта йӑлт курса тӑнӑ чухне, ҫынна систермесӗр тухса каясси ҫинчен шухӑшлама та пулмарӗ. Ирхи апат ҫисен, вӗсем сулхӑна выртрӗҫ. Гек чӗлӗм туртса пӗтерсен, пурте пӗрле вӑрман ӑшнелле разведкӑпа тухса кайрӗҫ. Эпӗ нумай ҫӗрте пулса курнӑ вӗт! Анчах унӑн урлӑ хумсем ҫаплах каҫа-каҫа каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчех юлма хӑрушӑ. — Эс ман пата банка пыр, мӗншӗн хисепе илменнине унта ӑнлантарӑп… Ҫапах та завхозран хӑваласа кӑларас пулать ӑна, рядовой пулса ӗҫлетӗр; Ирхине каллех ҫутӑ хӗвел тухрӗ, сенкер тӳпе хаваслӑн ҫуталса кайрӗ. Стан тӑнӑ ҫӗрте халӗ сӳнме пуҫланӑ кӑвайтран кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тухать, инҫетре, лере, ҫуллахи ҫул тӑрӑх, сӑрӑ тусан мӑкӑрланса тӑни, вӑл ҫилпе вӗҫсе сирӗлни курӑнать. Джим вара урӑххинчен хӑрарӗ, чи йывӑрри стена ҫине ҫырасси терӗ вӑл, анчах темӗнле йывӑр пулсан та, тӗрме ҫыннин стена ҫине чӗркелесе ҫырса хӑвармаллах-мӗн, «Унсӑрӑн юрамасть», — тет Том; патшалӑх умӗнче айӑп тунӑшӑн тӗрмере ларнӑ ҫын стена ҫине нимӗн те ҫырманни тата хӑйӗн гербне хӑварманни пӗртте пулман тет. Базаров пуҫне сулса илчӗ. — Халӗ Таранаки провинцинче вӑрҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа та Англи ҫарӗсем сӑртсен тепӗр енчи тайлӑмӗнче, Таупо кӳллинчен инҫе те мар пуҫтарӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӑлхав вучахӗ ҫавӑнта пулать. — Унӑн мӗнле ӗмӗт пулма пултарнине эпӗ пӗлместӗп, анчах ӗмӗрех пуринчен те кулакан ҫын хӑш енӗпе те пулин таса мар. Тӗрӗссипе, кӑмӑл пӑсӑлчӗ темелле, эпӗ вара кайма шутларӑм. Мана Иконинпа пӗрле пӗчӗк сӗтел патне чӗнсен, инкек пуласса эпӗ малтанах сисрӗм; ку сӗтеле хирӗҫ хӑрушӑ профессор пӗр-пӗччен ларать. Анчах ӗҫ ҫав тери нумай, — пурте пысӑк, тӗлӗнмелле, пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑрт-хӑвӑрт шуса пыраҫҫӗ… Хӑш чухне вӗсем хӑйсен намӑслӑх туйӑмӗ ҫинчен сехӗрленсех калаҫаҫҫӗ, унпала кӗрешсе чӑнласах асапланаҫҫӗ те, анчах намӑслӑх туйӑмӗ йӑваш чунлӑ этемшӗн ҫеҫ ҫӗнтерейми хӑват; вӑйлӑ чунлисем ӑна часах хӑйсен аллине ҫавӑрса илеҫҫӗ, хӑйӗн тӗллевӗшӗн ӑна тарҫӑ тӑваҫҫӗ. Петербургран ниҫта та тухман пекех, пӗр Аркадийӗн ҫамрӑк юлташӗсемпе паллашма тӑрӑшсах, виҫӗ хӗл каҫнӑ. Ҫуркунне пулин те… Петр ҫынсем мӗн пӑшӑлтатнине ӑнланчӗ. Епле хӳхӗм dignite. Атаманчукова ятласа ҫеҫ хӑварчӗҫ. Эсӗ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресчен ҫинчен мар, хӑвӑн колхозу ҫинчен шухӑшла. — Пирӗн кунта аманнӑ полковник пур, орденлӑ, пур енӗпе те пултаракан ҫын, теҫҫӗ. Хам шутлатӑп, пире ун пек ҫынсем кирлӗ, паллашмалла кӗрсе тухам-ха, тетӗп. Хӗвеланӑҫӗнчи сӑртсем чӑнкӑ хӑпараҫҫӗ, вӗсем ҫинче нимӗн те ӳсмест; ҫурҫӗр енче инҫетре — йывӑҫсем ӳсекен темиҫе сӑрт курӑнаҫҫӗ; хӗвелтухӑҫӗнче — тӳрем вырӑн сарӑлса выртать, унӑн тӑрӑх ҫӗлен пек авкаланса ҫул иртет, ҫав ҫулӑн икӗ айӑккипе йывӑҫсем лартса тухнӑ; кӑнтӑрта — вӑрман тепӗр енче — вулкан конусӗсем мӑнаҫлӑн курӑнса лараҫҫӗ; тепӗр чухне океанри циклонсенчен те кая мар ашкӑнакан тӑвӑлсемпе чӗтренекен шывсен анлӑшӗ ҫакӑнта пӗтет. Унтан чӗмсӗртерех ҫынна хам пурнӑҫра курман та эпӗ! — Бекки Тэчер. Эпӗ ҫакна пиччене кӑтартсан, вӑл:— Тӑватӑ миль ҫеҫ! — Аслӑ ҫын-ҫке; усӑллӑ ӗҫ пӗтӗмпех. — Вӗсем сана ҫав тери юратаҫҫӗ! Тӑхта-ха, нумаях пуҫ пулса пурнаймӑн. Карланку тӑпӑлса тухатех-ха санӑн, тӑхта-ха. Командир ӗненсе тӑни вара, куҫа курӑнми ҫипсем тӑрӑх ҫӳрекен ток пек, салтаксем патнелле куҫса тӑрать, унӑн вӑйне кура ӗнтӗ, лампочкӑсем ҫуннӑ пек, салтаксен чӗрисем те ҫунса тӑраҫҫӗ: ӗненӳ вӑйлах мар-тӑк — кӑшт ҫеҫ ҫутӑ ларса, тӗксӗммӗн ҫунаҫҫӗ: вӑйлӑ пулсан — савӑнӑҫлӑн, ҫап-ҫутӑ ялкӑшса ҫунаҫҫӗ… Халех тӗрӗслесе пӑхатӑп… — секретарь сӗтелӗнчен графасем туса тултарнӑ хут листи туртса кӑларчӗ, кӑшт хӗсӗнтернӗ куҫӗсене ун ҫийӗн шутарса илчӗ те сасартӑк хӗремесленсе кайрӗ: — Ну, паллах! — «Кӗрсе курар». Ну, ӗҫе саланнӑ пултӑр, кахалсем! Ку ҫил хӑвӑртлӑхӗ сехетре утмӑл мильӑна ҫитессине пӗлтерчӗ. Марийка ӑна ярса тытрӗ, хуллентерех хӑй патнелле туртрӗ те Лозневойран аяларах пусма картлашки ҫине ларчӗ, урӑх тӳссе тӑраймасӑр, пит хӗрӳллӗн ыйтрӗ: — Турӑҫӑм, Андрей мӗнле? — Эсӗ мана ухмах вырӑнне хуран, — терӗм эпӗ, пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн. Анчах нумай каласси пурччӗ. Кӑвакалсене вӑл ҫырма хӗррине хӑваласа антарнӑ, унтан пуҫӗсене пӑрса татнӑ та ача ҫуртӗнчи садра вут ҫинче ӑшаланӑ. Кашкӑр сурӑха тытса ҫисен, турӑ ӑна айӑп тӑвас ҫук… анчах ирсӗр йӗкехӳре сурӑх тӗлӗшпе айӑпа кӗрсен, ӑна турӑ каҫарас ҫук! Ку вырӑнсенче эпир нихӑҫан та пулманнине эпӗ пит лайӑх пӗлсе тӑратӑп пулсан та, ҫапах кунта эпӗ хӑш-пӗр сӑртсем «Гретхен порчӗ» патӗнчи сӑртсем евӗрлӗ пулнине асӑрхарӑм. Хӳмен ытти пайӗсем тата пӳрт те тӗттӗмлӗхре тӑраҫҫӗ, хӑшпӗр вырӑнсенче ҫеҫ кӗмӗл тӗслӗ вӑрӑм ҫутӑ йӑрӑмсем курӑнаҫҫӗ, ҫурт хыҫӗнче пысӑк купаланӑ вут ҫунать. Малтанах ҫавӑн пек каласа панисене нумайӑшӗ ӗненмесӗр тӑнӑ. — Ну, сыв пулӑр, эпӗ ку пӗр виҫ-тӑват уйӑхлӑха, ну — ҫур ҫуллӑха пулӗ, тесе шутласшӑн. Мӗнле-ха Ковалев хӑй сӑмси ҫухални ҫинчен хаҫат урлӑ пӗлтерме юраманнине чухласа илме пултарайман? Ҫав япала пӗтӗмпех учительницӑран пуҫланса кайрӗ пулас, унӑн хушамачӗ Ракитина, пӗлетӗр те-и тен. Тӑван мар атте калаҫнӑ чухне вӑл ахӑлтатса кулса ларчӗ, халӗ ҫав тери салхулланчӗ. Пӗррехинче мучи киле питӗ хаваслӑн таврӑнчӗ. Унтан та ытларах, — идиот! Вунтӑххӑрмӗш ҫулта пирӗнпе ҫапӑҫрӑн, пире хирӗҫ тӑтӑн, халӗ те хирӗҫ тӑратӑн-и? Врач аллисем тӑрӑх юн юхать. Аслӑ Козельцов, ҫӗр иртиччен пур пурлӑхне те выляса яма ӗлкӗрнӗскер, шинель ҫанни ҫумне ҫӗлесе хунӑ ылтӑн укҫисене те выляса яма ӗлкӗрнӗскер, тӗлӗксемпе аташса супнӑ хыҫҫӑн ир енне шӑпах хыттӑн, тутлӑн ҫывӑрса кайрӗ. Хӑмӑр куҫӗсем, ырӑ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ пулсан та, ытла пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм, пачах хитре мар; алӑ хӗрарӑма хӑйне евӗрлӗ илем кӳмелле, анчах Любовь Сергеевнӑн алли те илемсӗр: формипе начарах мар тата пӗчӗккӗ пулин те, хӗп-хӗрлӗ, кӑштӑркка. Вут ҫути мӗн чухлӗ хӑвӑртрах чакать, уйӑх ҫутиллӗ каҫ ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах курӑнать. Вара Андрей хӗвелтухӑҫнелле, хура чӑрӑш вӑрманӗ ларнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, хӑйӗн юлташне шанса пӗлтерчӗ: — Вӑрман хыҫӗнче — Ольховка, — терӗ вӑл. — Унӑн тӗп ӗҫӗ — ҫутҫанталӑк наукисем. Вӑл вырӑна ӗнтӗ пирӗннисем ҫине перекен французсем йышӑнса илнӗ пулнӑ. — Пит аван. — Васил, уруна ытла вӑрӑм ан тӑс, ыттисен те тӑсмалла. — Ах, — тесе кӑшкӑрса ятӑм, хам нимӗнренех те тӗлӗнменнине ӑшӑмра пытарма тӑрӑшса, саспаллисем епле илемлӗ! Хальхин пек ытла ывӑнса ҫитнӗн курманччӗ-ха ӑна эпӗ. Ҫӳлӗ кӗлет умӗнче ҫап-ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать иккен — ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер, хура куҫлӑскер, шукӑль мар кӗрен кӗпе тӑхӑннӑскер. Вырӑнти «дишчатсемпе» пӗрешкелли ун нимӗн те ҫук, вӗсенчен пачах уйрӑм вӑл; лешсем, хӑйсене хӑйсем тискерлетсе, ҫӳлтен ҫамкине те аял енчен ҫӑварӗпе янахне хупласа, йӑлт ҫыхӑнса лартаҫҫӗ, пурин те пичӗсем пӗр евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ. Ҫав телейсӗрсен кӑшкӑрашса йӗнӗ сассисем кунта ҫити илтӗнеҫҫӗ. — Ҫак алӑк леш енче вӑл; эпӗ хам та паян ирпе кӑлӑхах курасшӑн пултӑм ӑна: пӗркенчӗкне пӗркеннӗ те ларать кӗтесре, калаҫмасть те, пӑхмасть те, хир качаки пек, хӑравҫӑ. — Тӗрӗслеве хатӗрленетпӗр, уявсенче те пулин кану ҫук… Ҫапах та — ачасем мӗнешкел, э? — Нимле хӑрушлӑх та ҫук, — терӗ ӑна Джон Мангльс, — анчах та сирӗн палуба ҫинче пулмалла мар. Анчах пӗрмай салху ларни юрамасть ӗнтӗ. Вӑл тӑнсӑр выртнӑ чухне уҫланкӑна пуҫсӑр юланут пырса тухнӑ. Лещинскисен ҫуртӗнче ҫӗне ҫынсем курӑна пуҫларӗҫ. Пӗлнӗ вӑл: вӗсем пурте — ӗнерхи мужиксем; вӗсенче пуринче те темле хурахла, юмахри пек, хӑйсене хисеплеттерекен япала пуррине тата вӗсем хӑйӗн ашшӗпе пӗр пекрех пулнине курчӗ. — Ҫитет, ҫитет! — чарчӗ Бунчикова хушма та хушнине итлеттерме юратакан Зина. — Ултӑ монета! — Ҫук, ку пустуй мар. — Эсӗ ак ҫаплах сӗмленсе юлатӑн… Анчах унӑн тӗллевӗ — пысӑк. Ну, юрӗ-ха. Хӑрушӑ та унпала… — тесе шухӑшланӑ. Шыв юхӑмӗпе ҫеҫ пынипе шкуна майӗпен кайма пуҫларӗ. — Шыв ҫитейменни — хам тытӑннӑ ӗҫе туса пӗтерме чарса тӑракан пӗртен-пӗр чӑрмав пулать. Тахшин систернипе вӑл пытанма ӗлкернӗ курӑнать. Эсир, сӑмахран, эпӗ ӳкӗннине ӗненместӗр, кӑна вара эпӗ тупа туса калама пултаратӑп. Ҫак сӑмахсемпе хавхаланнӑ вӑрӑ-хурах васкаса утрӗ те, Сильвер аллине темӗнле япала тыттарса, хӑйӗн юлташӗсем патнелле васкаса чупрӗ. Обер-ефрейтор Марийка ҫинчен куҫне илмерӗ. Хӑшпӗр чухне, пирӗн мастерскойри чи лайӑх личник Жихарев сӗннипе, чиркӳ юррисене юрлама хӑтланса пӑхатчӗҫ, анчах ҫавӑ сайра пулкалатчӗ. Ҫавӑнпа, ватӑ Стумп, сирӗн атӑ йӗрӗ каялла кайнӑ йӗрпеле каяс пулать. Майор, Роберт тата Паганель, грот-марселе илес тесе, марс ҫине хӑпарчӗҫ. Ав — Африканка Смолин, икӗ ҫул ҫеҫ аслӑ — пырса калаҫ-ха унпа! Хӑйне хӑй мӗнле тыткаланине пӑхсан, вӑл кӑшт та пулин ӳсӗр пулни пӗртте сисӗнмен. Капитан ӳсӗрех пулман пулин те, пит хытӑ хӗрнӗскер пулнӑ. Анланччӗ: пирӗн сослови — тӗп вӑй… Таврӑнӗҫ-ши хӑҫан та пулин ача чухнехи юрату вӑхӑчӗсем, савӑнӑҫлӑ та лӑпкӑ пурнӑҫ? — Мистер Стумп сирӗнпе ҫав сумма ҫинчен калаҫнӑ пек туйӑнать? Акӑ порта ют патшалӑх карапӗсем пырса кӗчӗҫ те Америка тата Англи морякӗсен ушкӑнӗсем ҫыран ҫине шавласа тухрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн ачасем савӑнӑҫлӑн кӗпӗрленсе пыраҫҫӗ. Вӑл ӑна украинецсен хушшинче тӗл пулчӗ. Кораблев пырсан ҫуртра пурте хӗпӗртетчӗҫ, Марья Васильевна уйрӑммӑнах савӑнатчӗ. Ун хыҫҫӑн эпир те нӳхрепрен тухрӑмӑр. Ил! Порей ҫыххине ыталаса тытса, вӑл мастерскоя таврӑннӑ; вӑл ҫитсе кӗрес умӗн унта пӗр ача ҫӗкленӗ хӗрарӑм кӗрсе кайнӑ. Анчах ывӑлӗ ӗлӗкхи пекех йӑваш та именекенскер, кӑмӑллӑскер пулнӑ, — нумай енчен вӑл амӑшне хывнӑ иккен. Ну, ну, ҫавӑрӑнкаласа пӑхкала-ха эсӗ!..» Пӳлӗм тӑрӑх стенана хӑрӑмлатнӑ тимӗр кӑмакан тимӗр пӑрӑхӗ тӑсӑлнӑ. — Ларӑр, Дантон, — терӗ вӑл. Эпӗ тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, манӑн пит-куҫ шуралса, тӗксӗмленсе кайнӑ, ыйхӑ вӗҫнипе асапланнӑ пирки вӑл; анчах куҫ, йӗри-тавра хӑмӑр мӗлке ҫавӑрса илнӗ пулин те, мӑнаҫлӑн та шеллевсӗр ҫуталать. Халӗ вӗсем тӳпене куҫ-шӑтӑксенчен хӑпмасӑр сӑнаҫҫӗ. Отряд ҫинчен нимӗн те пӗлменнипе, председатель ӑна банда тесе шутланӑ, комсомолеца лаша ҫине утлантарса района пӗлтерме ярать. Хӑрасам ҫак астармӑшран, пепкем. Сана эпӗ начар сӑмах та каламан вӗт. Вара эпӗ пысӑк та таса мар подвалран пӗчӗкрех, тасарах подвала куҫрӑм, — унта тасалӑх тытассишӗн манӑн тӑрӑшмаллаччӗ. Акмалли тата курӑк ҫулмалли машинӑсем туянмашкӑн кивҫен илнӗ укҫапа кредит юлташлӑхне тавӑрса патӑн-и-ха? Эпӗ хам вӗсен патӗнче пулманни те, эпӗ вӗсенчен хӑранине, апла пулсан, пурин ҫинчен те сиснине ҫирӗплетсе памасть-и вара? Эпӗ хам ҫинчен каласа пама хӑнӑхман: иксӗмӗр хушшӑмӑрта ҫав тери пысӑк хушӑ… — Мӗнле хушӑ? — Анчах манӑн вӑхӑт ҫук. Иван Татаринов. Кунта вара — шӗлепкине ӳкерчех вӑл. Христос ҫуралнӑ хыҫҫӑн тӑватҫӗр вунтӑваттӑмӗш ҫулта римлян ҫынни Манлий хӑй ачине, унран ирӗк ыйтса илмесӗр тӑшмана ҫӗнтернӗшӗн асаплантарса вӗлернӗ. Геновева ҫинчен калакан халапа пурте ас тӑваҫҫӗ, нумайӑшӗ ҫак пьесӑна пӑхмасӑр та пӗлеҫҫӗ. Йӑрӑмлӑ кит ӑна курчӗ те хӑвӑрт ун патнелле ишсе пычӗ. Ҫав пӳрт инҫе марри мана тата ытларах пусмӑрласа тӑрать. Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ, сан шутпа? Эпир — хура ӗҫ тӑвакансем, пирӗн ун ҫинчен шухӑшламалла мар, эпир ахаль ӗҫ валли ҫуралнӑ. Территори тӗлӗшпе вӑл ытти хуторсемпе станицӑсенчен аякра тӑрать, ҫавӑнпа та, шел ӗнтӗ, «Гиганта» кӗреймест. Пӑхӑр унталла, унталла. Кӗрешӗве пӗлейнӗ-и эсӗ? — Ун ҫинче Чайковский музыкине выляма пулать… туршӑн та! Юнашар блиндажсене илсе каякан пӗчӗк траншейӑсенче полк штабӗ ҫумӗнчи боецсемпе командирсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Щукарь мучин тепӗр ирхинех хӑйӗн апат пӗҫермелле пулчӗ, анчах те карчӑкӗ сусӑрланни, тен пӑшӑрханнипе, те ытлашши выҫлӑхланнипе, пиҫнӗ вӑкӑр ашне кӑнтӑрлахи апатра ҫав тери нумай ҫисе тултарчӗ те вара темиҫе талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗ, тем пек сивӗ ҫанталӑкра та талӑкӗ-талӑкӗпех лупас хыҫӗнче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ҫухалса лармалла пулчӗ. Эпир ту шӑтӑкне кӗтӗмӗр. Ҫул ҫинче тӗл пулакан йывӑҫпа та калаҫма пултаратӑр эсир; пер вунӑ ҫул каялла тӗл пулнӑ тата ӑна яланлӑхах астуса юлнӑ леш тӗлӗнмелле глицини ӑҫтине те ыйтма пултаратӑр унтан. Ӑна тата ун лашине тытӑр. — Ав вӑл халь шапасем патӗнче, — Дичопа Стамен ӑна кӳлле пӑрахрӗҫ-ҫке. Ҫулсем пӗр мар, экипажсем урӑх… Вӑл ӑна ӑнланса илеймен те ман пата чупса килчӗ. Хӑрамалли ним те ҫук: Манпа пушшех хӑрамалла мар — эпӗ никама та мӑшкӑлаттарас ҫук… Анчах Оленин хӑй Белецкий патне ҫӳремерӗ. Ҫавӑнтах! Пур нимӗнле шут-виҫене пӑхӑнман питӗ-питӗ пысӑк киленӳ — пурнӑҫӑн ылттӑн хӗвелӗ, этем шухӑшлавӗ! Унтан ҫемҫен янракан арҫын сасси илтӗнчӗ, анчах вӑл сӑмахсене тӑсарах калани хӑлхана ҫурать. Мӗншӗн ҫавӑн пек калаҫнӑ вӑл, — ачаранпах ҫапла, е хӑйӗн чӗлхи ҫитменлӗхне пытарас тесе-и? Кирек мӗнле пулсан та — вӑл калаҫни кӑмӑллах пулмарӗ. Унӑн хулпуҫҫисем ӑшне кӗртсе лартнӑ пуҫӗ те пӗчӗкчӗ, ун ҫине шӑрт пек хӗрлӗ ҫӳҫ ӳссе ларнӑччӗ, шурӑ, пӗр юн тумламӗ те ҫук пек курӑнакан пичӗ ҫинче мӑкӑрӑлчӑк, симӗсрех куҫӗсем чарӑлса тӑратчӗҫ. Ку сӑмахсем маншӑн чӑнахах та витӗмлӗ пек пулчӗҫ. Андрей, сывлӑшра темскер каснӑ пек, хӑй ҫумӗнчен темскер касса татнӑ пек аллине пичӗ умӗнче сулкаласа, пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. — Эсир хӑвӑр вӗсене юлашки кунсенче куркаланӑ-и? Шыраса тупнӑ вӗт-ха, чее шуйттан! Атту мӗн тӑвас тетӗн? Ҫынсем ҫинче те вӗсем ҫерҫисем пекех хыпаланни палӑрать. Никита хӑйпе юнашар ларакан Наталья, Алексей ҫине тӗлӗнсе пӑхса, шартах сиксе илнине асӑрхарӗ, анчах лешӗ хӑйӗн сӑмахне лӑпкӑн малалла тӑсрӗ: — Анчах, туслӑ пурӑнсан та, пирӗн пӗр-пӗрне кансӗрлемелле мар. Ҫав ҫаврашка аяккинче тӳпере виҫӗ пӗчӗкрех ҫӑлтӑр курӑннӑ. Январӗн 13-мӗшӗнче Галилей тӑваттӑмӗш ҫӑлтӑрне те тупнӑ. Лассо лаша хыҫҫӑн чӑсӑлса кайса, кӗлленсе юлнӑ прери ҫийӗнче ҫӗлен шуса кайнӑ майлӑ йӗр туса хӑварчӗ. Мӑнастирте ҫаксенчен урӑх халь тухса кайнӑ игумен пурӑнать те тата — тарҫӑ-тӗрҫӗ, урӑх никам та ҫук. Игумен ак шӑп кӑна таврӑнчӗ. Вӑл таврӑнасса тусӗсем те кӗтменччӗ-ха. Анчах Олеся вӗсенчен айвантарах чыслӑх-тасалӑхпа калама ҫук ӑстан иртме пӗлетчӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫыхӑнӑва нихӑҫан нимле тӑмсай танлаштару, нимӗнле сӗмсӗр киревсӗрлӗх те пӑсма пултарайман. — Мӗн ку? — Ку, мучи, ответсӑрлӑха пӗтерни пулать. Вӑхӑт ҫитрӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп. Хӑй шухӑшӗнче вӑл ҫав кӑрккасене евангелири фарисейсемпе танлаштарать, кӑркка чакӑлтатнине вара вӗҫен кайӑк чӗлхине тӗшмӗртекен ӑслӑ Чарсламанӑн арӑмӗ вырӑнне хурать. Ҫак ирхине Синопа хӑйӗн юлташӗсемпе — Пӗччен Бизонпа тата Отакипе вылянӑ. Вӗсем хӑйсен кӑлтӑрпийӗсене пӗр вӑхӑтрах ярса,е пӗри, е тепри ҫӗнтерекен вырӑнне йышӑннӑ. Ҫӗрле пуличченех кӑшкӑрчӗҫ-кӑшкӑрчӗҫ те, ҫӗрле пулнӑ ҫӗре вара ҫиччӗшӗ пӑрахса карӗҫ пирӗн патран, эпир те вунулттӑн, те вунтӑваттӑн тӑрса юлтӑмӑр. Яхнопа Озеров килни курӑнса кайрӗ. Анчах ман ещӗк тинӗс шывӗ ҫинче пӗр кун е икӗ кун хушши тӗрӗс-тӗкел тытӑнса тӑма пултарнӑ пулсан та, мана выҫӑпа е шӑнса вилесси кӗтсе тӑратчӗ. Ӑнланатӑн-и? Манар хамӑр хушӑмӑрта пулни-иртнине! — Ну, мӗнтен начар вара вӑл? Юланутсем ҫавӑнтах саланса, сиккипе вӗҫтерсе кайса, куҫран ҫухалчӗҫ; ҫеҫенхир пушанса юлчӗ. — Ганс йӑнӑшман, — терӗ вӑл, — эсӗ илтекен сасӑ вӑл юханшыв сасси. Ҫине тӑрсах туса пынӑ тренировкӑсенче илнӗ хӑнӑхусем тахӑш тӗлте, темле ӗҫ ҫинче пӗр ҫӗре пухӑнса пӗрлешрӗҫ. — Берестов та-и? «Савнӑ тусӑмсем!» — тесе шухӑшларӗ вӑл вӗсем ҫинчен, пуҫне сулкаласа. Мӗншӗн-ха унӑн чӗри ҫакӑн пек пӑлхануллӑн тапать, тата амӑшӗ — хальхи начаркка карчӑк мар, ҫамрӑк, ҫӳллӗ, илемлӗ кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрарӑм аса килет? Унӑн ырхан лаши те, ҫурри таран чӑптапа витнӗскер, кунтах, урапипех тӑрать. Вӗсем хирӗҫкелеме тытӑнчӗҫ, эпӗ вара тухса шӑвӑнма шутларӑм, тем курса тӑрасси пур. Ҫулла, ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ чухне, ҫакӑ аслатие пӗлтерет. Эфенди какайӗ лаша какайӗнчен тутлӑрах иккенне тӗшмӗртнӗ пулас ҫав кашкӑрсем, ҫавӑнпа вӗсене тапӑннӑ та. Джули унӑн инкӗшӗ, тӑван мар аслӑ пиччӗшӗн арӑмӗ пулнӑ, вӑл унпа тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑннӑ. Ҫӑрттан мучи ӑйӑрсене тӑкӑрлӑка вартах пӑрса кӗртрӗ те, станицӑна каяс умӗн мӗн те пулин чӑмласа илес тесе, вӗсене хӑй килӗ еннелле тытрӗ. Маттур казак хӑй тутар чӗлхине пӗлнипе мухтанать тата, ӗҫнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн тӑванӗпе те тутарла калаҫать. Сасартӑк чӗтревлӗ ялкӑшу йывӑҫ ҫулҫисене тӗксӗммӗн ҫутатса илчӗ те самантрах пӗтсе ларчӗ. — Кунта мӗн пулнӑ-ха? Ҫунтармалли бутылкӑсем тата? Акӑ ил ҫакна, унта сана кирлисене ҫыркаларӑм эпӗ… хут татӑкӗ тыттарчӗ ытлашшипех тӗлӗнсе хытнӑ Воропаева. Кам пӗлет, тен, унӑн Ватикантан вӑрттӑн инструкци пур. Йыттине ачашласан, вӑл каллех ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртнӑ; унтан пӗҫертекен хӗвелтен плащ аркипе пуҫӗ ҫинчен витӗнсе, ҫывӑрса кайнӑ. Фен… ҫавӑнпа мар-и, эпӗ кунта пулнӑ пирки чей тултарма килмест мар-и? — Эпӗ турӑ ҫине шанса тӑмастӑп, — терӗ вӑл хулӑн сасӑпа, мӑйӑхне шӑлкаласа, — наука кӑтартӑвӗсем енӗпе эпӗ хамшӑн хам турӑ. Пӗр ирсӗр сӑмах ҫине тепӗр ирсӗр сӑмах ӳркенчӗкле тӑрӑнтарса пырса, шурӑ ҫӗтӗк-ҫатӑка сулласа, казак площадӗлле утать, юлашкинчен вара усал тӗлӗк пек курӑнми пулать. Вӑл утравсем ушкӑнӗ ҫинчен томӗ-томӗпе ҫырнӑ. Тӑваттӑмӗш шкул ҫинчен Мускавра калаҫа пуҫларӗҫ, тӑваттӑмӗш шкулта вара Кораблев ҫинчен: вӑл аслӑ режиссер, вӑлах аслӑ гример та, бутафор та, декоратор та. Эсӗ ӑнӑҫлӑ вылякан пулӑн. Лаша темӗнле ҫӑмламас сухаллӑ ҫынна кӑкрипе тӗртсе йӑвантарса ячӗ. Ҫылӑх каҫарттарма кайран та ӗлкӗрӗн, — малтан ҫылӑха кӗр. — Ох, хура чун! Хырӑм выҫҫи пӗтерет. Унӑн ҫутӑ куҫӗсем хупӑнса ларчӗҫ-ҫке!.. Турӑ патӑр сана хӑван ырлӑхушӑн! Вӑл карапа пӑрахса хӑварасшӑн пулмарӗ, «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман ҫав вӑл. Эпӗ сирӗнпе, Говэн, де-Лантенак маркиз монсиньор ячӗпе, де-Фонтене виконт, Бретани принцӗ, Ҫичӗ вӑрман хуҫи, хамӑн господин хушнипе калаҫатӑп. Кӗнекесене вара ним вырӑнне те хумасӑр калатчӗ: — Тем те ҫаптарма пулать, эпӗ сана тем те шутласа парӑп, анчах вӑл пурте пустуй япала… — тетчӗ. Эрех тарӑн витернӗ ӳт ҫупнӑ чухне шывпа сапса сӳнтермелле мар кӑвак ҫулӑм ҫеҫ пулать, тул енчен сӳнтерме май килсен те, вӑл шалтан ҫунма пӑрахмасть. Митинг пулчӗ. Вӗсене колхозсен представителӗсем кӗтсе илчӗҫ. — Мӗн тӑвать-ши халь тухтӑр майри? — кулкаласа ыйтрӗ Серафима хӗр-манах. Ҫул ҫинче шпалер ҫапмалли икӗ пӑта тупӑнчӗ. — Ҫапла каларӗ те сцена ҫинчен, сиксе анчӗ. Ыран эпӗ пурне те тӳсме пултарӑп, анчах паян мар! 1912 ҫулта унӑн «енчӗкне тытса пӑхма» та хӑтланнӑ пулнӑ, анчах Лапшинов — маттур та вӑйлӑ старик — хӑйне тапӑннӑ вӑрӑ-хурахсенчен сулмаклӑ чукмарне пула вӗҫерӗнсе тарнӑ. Хӳшӗ хыҫӗнче юкка ҫулҫисемпе витсе лартнӑ аслӑк пулнӑ, ун йӗри-тавра вӗрлӗксемпе пӗчӗк карта тытса ҫавӑрнӑ, вӗрлӗкӗсене юнашар ларакан йывӑҫ вуллисем ҫумне ҫыха-ҫыха лартнӑ. Караван чӑн-чӑн проводниксӑр тӑрса юлнӑшӑн вӑл айӑплӑ-ҫке. Мӗншӗн-ха вӑл ҫакнашкал хӑрушла шурса кайнӑ, мӗншӗн витӗр курӑнас пек таса питҫӑмарти ҫине хура пӑнчӑ тухса ларнӑ? Тепӗр кунне ирех вӗсем Шамоние тухса кайрӗҫ. — Сан-Францискӑна таврӑнсан, — сасӑпах ӗмӗтленчӗ Уэлдон миссис, — упӑшка ӑна тинӗс училищине капитан дипломне илме вырнаҫтарӗ. — Чӳлмекӗ питӗ лайӑхчӗ, варени хумалли ваза пекех пӗчӗкҫӗччӗ, — кулса ячӗ вӑл, тутине ҫыртса. — Арина Власьевна чей ӗҫме пыма ыйтма хушрӗ, — терӗ Анфисушка, пӗр пысӑк чашка хӑмла ҫырли илсе иртнӗ чухне. Нимӗн пысӑклатмасӑрах калӑпӑр: вӑй ҫитнӗ таран пурне те турӑмӑр. Пирӗн патра шӳт тумаҫҫӗ. Ӑҫта-ши вара ҫак лӑпкӑ пӳлӗмӗн хуҫи? Каҫ пулнӑ ҫӗре окопсем чавса пӗтерттерчӗ. Вунпӗр сехетре Джон Мангльспа пассажирсем каютӑсене саланчӗҫ. Вӑл траншея патне чупса ҫитрӗ. — Эй, турра ҫуратнӑ… хӗр… — пӑшӑлтатрӗ Гаврила, сехри хӑпнипе тата пӗтӗм вӑйран ишнипе чӗтрекен пулса. Мӗн чиперри пур-ши ӗнтӗ ҫак каҫӑр сӑмса ҫумӗнче? питҫӑмартисенче? тутасенче? Кун пек вӑрманпа пыма чӑтлӑх витӗр утнинчен ҫӑмӑлрах. Чӗлхесӗр-тӗк, чӗлхесӗр. Урӑ чухне суймастчӗ; ӗҫсе ӳсӗрӗлсенех вара каласа пама тытӑнатчӗ: Питӗрте Фонтанкӑра манӑн виҫӗ ҫурт пур: пӗри — хӗрлӗ, пӗр мӑръеллӗ, тепри — сарӑ, икӗ мӑръеллӗ, виҫҫӗмӗшӗ — кӑвак, пачах та мӑръесӗр; манӑн унта виҫӗ ывӑл пурӑнать (вӑл хӑй авланманччӗ те): пӗри инфантеринче, тепри кавалерире, виҫҫӗмӗшӗ хӑй ирӗкӗпе ҫӳрет… Тепри пур, пӗр-пӗр ҫӗлен чунлӑ инженер, ӑшӗнче хӑй контра, шухӑш-кӑмӑлне пӑхсан, тахҫанах стена ҫумне тӑратса персе пӑрахмалла, ҫапах та ӑна ун пек тӑратмаҫҫӗ, ӗҫ параҫҫӗ те ҫапла калаҫҫӗ: — «Эсӗ вӗреннӗ ҫын! Эпӗ аптрашки сӑнӑмпа ирӗксӗрех Олеся енне ҫаврӑнтӑм. Э-э, эсир мана философи вӗрентме пуҫланӑранпа, эпӗ пурнӑҫра нумай курса пӗлтӗм! Ҫанталӑк аван; утӑ шӑрши те, типӗ ҫырла шӑрши те кӗрет… ҫырла чейӗ ӗҫнӗ чухнехи пекех. Савӑк хӗрсем татах кулса ячӗҫ. — Савнӑ ҫынсем ятлаҫни вӑл савӑнни кӑна пулать, — систерсе хучӗ Цанко килӗштерттерес кӑмӑлпа. Ҫавӑнпа эпӗ пит именеттӗм, чухӑн чиркӳре ҫылӑха каҫарттарма черет ҫитессине кӗтсе тӑнӑ чухне манӑн чӗре хыттӑн карт-карт сикрӗ. — Корытов ятлаҫать, пӗтӗм хула тӑрӑх шырать, — пӗлтерчӗ вӑл йӑваш та тикӗс тухакан сасӑпа. Эпӗ ҫак тӗлӗнтермӗш ӗҫсене тусан, пӗчӗкҫӗ ҫынсем савӑннипе харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ те ман кӑкӑр ҫинче ташлама тытӑнчӗҫ, хӑйсем пӗрмаях: Гекина дегуль! тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра яраҫҫӗ. Пӗррехинче вӑл ҫӗрле, Митяна шӑнӑр туртнӑ пек пулсан, ӑна вӑратма та хушрӗ. Базаров пычӗ те, яланхи пекех, ҫурма-шӳтлӗн, ҫурма-анасласа, ун патӗнче икӗ сехете яхӑн ларчӗ, ачана та пулӑшрӗ. Ку кил хуҫи — Донецковсен аслашшӗ иккен, — шӑв-шав илтнӗ те мана ярса та тытнӑ: «Эсӗ мӗн тума килсе кӗтӗн кунта, йӗкӗт?» — тесе ыйтать. Анчах эпӗ сирӗнтен ҫакна ыйтасшӑн, колбаса-тавраш тӑвас тетӗр пулсан, сирӗн Гапка юнтан та салӑран питӗ лайӑх колбасасем тӑваканччӗ, ун чухне эсир пӗр мӑшӑр колбасине ман пата та ярӑр, манӑн Аграфена Трофимовна ҫав колбасана питех те юратать». Давид Устинович унӑн тӑванӗ те пулма пултарать… Пассажирсемпе поезд ҫинчи прислугӑсенчен мӗн пурӗ те вунӑ ҫын анчах, кайри вагонра пыракансем, чӗрӗ юлнӑ. Мӗн чухлӗ ҫын пуҫне ҫухатнине никам та пӗлеймест. Вӑл хӑй аташса кайман иккенне шансах тӑрать. Кельнер пуҫне пӑхӑнуллӑн та хурлӑхлӑн тайса илчӗ. Эпӗ ҫирӗм иккӗре, эпир иксӗмӗр те сасӑлас право илнӗ ҫынсем. Ложа пушӑ курӑнтӑр тесе, вӑл Санина та ҫурӑмпа зал еннелле лартрӗ. Вӑл шӑнкӑртатни хӑлхана ачашланӑ пек туйӑннӑ. Мӗн? — Вӑтам Азире мӗн тунӑ эсӗ? Ҫамрӑк светски хӗрӗн сан-пичӗ ирӗксӗрех Психея сӑн-пичӗ ҫине куҫрӗ, ҫавӑнпа та вӑл чӑн-чӑн пӑхса тунӑ портрет евӗр пулса тӑчӗ. Поляксем, хӗрлӗ чаҫсене. Дарницӑран хӑваласа кӑларса, Днепрӑн сулахай енчи чугун ҫул кӗперӗ патӗнче пысӑках мар вырӑн тытса илнӗ. — Ливси, — терӗ сквайр, — сирӗн хӑвӑрӑн мӗскӗнле практикӑна нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах пӑрахмалла. — Дама?.. Юлашки самантра май килнӗ таран сахалтарах ҫын ҫухатас тесен, пурне те малтан тумалла. Бушприт мар пуҫ тӗлне усӑнса анчӗ. — Аслӑлӑх комиссин членӗ, 1852 ҫулта Австрин «Наварра» фрегачӗпе тӗнче тавра кайса ҫавӑрӑннӑ. — Лайӑхчӗ-ҫке вӑл. Сан шухӑшпа манӑн кампа калаҫмалла-ха, кама каламалла? Ирхине ирех эпир Ваноканран вӗҫсе тухрӑмӑр, тепӗр виҫӗ сехет ҫурӑран, пӗр мыскарасӑр-мӗнсӗр, Заполярьене анса лартӑмӑр. Кашни урам кӗтессинчех хӗҫпӑшал юсакан мастерскойсем пикенсе ӗҫлеҫҫӗ: хавхаланса алӑ ҫулакан халӑх умӗнчех пӑшалсем юсаса параҫҫӗ. Ҫак хӑрушӑ сӑмах ӑна тӗлӗкре те темле тӗлӗнмелле, формӑсӑр хурҫӑ эрешмен пек курӑнса, хӑйӗн сыпӑллӑ-сыпӑллӑ та ҫивӗч урисемпе чӑрмаланӑ пек туйӑнчӗ. — Сывӑ пул, анне, — терӗ вӑл амӑшне, хӑй хыҫӗнчен хапхана ҫаклатса. Ҫавӑн пек чухне вара, ӑратлӑ вӑкӑрсенни евӗр, лӑпкӑ, тутӑ пурнӑҫ хӑй ҫыранӗнчен сирпӗнсе тухса каятчӗ те ӗнтӗ. Яков васкамасӑр чӑмласа калать: — Сан урлӑ эпӗ питӗ нумай вӑй хушатӑп, Иван Иванӑч! — тет. Маларах тепри те килнӗ-и тен! — Килӗшетӗр пулсан, Геннадий Александровичпа калаҫса пӑхӑпӑр. Урӑх вӑл ним те каламан. Кондитер хӗрӗ вӑл. Ҫыран хӗрринчи хӑва тӗмӗсем, ҫил ҫапнипе чӗтренсе, ҫӗр ҫумнелле йӑпшӑннӑ. Наталья тата… Гоп! Пӗлӗт тӑрӑх ҫӑлтӑр мар, вутлӑ чӑмӑр вӗҫтерсе пынӑн туйӑнать. Ҫак ыйхӑсӑр, лӑсканчӑклӑ каҫ, пӗчченлӗх туйӑмӗ, уйӑхӑн тикӗс, тӗксӗм, чӗрӗ мар ҫути, ура айӗнчи хушӑкӑн хуралса тӑракан тарӑнӑшӗ тата хӑйпе юнашар ларакан чӗмсӗр, хӗненине пула тӑнран тухнӑ салтак — пурте, пурте ҫаксем ун умне темле ниҫта юрӑхсӑр, питӗ асаплӑ тӗлӗк евӗррӗн тухса тӑчӗҫ, унашкал тӗлӗксене ҫынсем, тен, тӗнче пӗтес умӗнхи юлашки кунсенче ҫех курма пултараҫҫӗ пулӗ. Нивушлӗ тӑрӑшни йӑлтах пӑчланчӗ? Инсаров пуҫне усрӗ. — Хӑш чухне вара ҫӗрле вӑранса каятӑп та, арӑмран хама стена ҫумне вырттарма ыйтатӑп, хӗрринче выртма хӑрушӑ…» — тет. Вӑл пӗр тӗлӗк курмасӑр нумайччен ҫывӑрнӑ, анчах кӑвак шуҫӑм килес умӗн вӑл каллех тӗлӗксем кура пуҫланӑ. Эпӗ шикленсе тӑни чӑнахах сиксе тухрӗ. Анчах вӑл хӑй, ҫав сӑнар, лӑпланнӑ пек туйӑнчӗ: акӑш шурлӑхри курӑксенчен уйрӑлса вӗҫнӗ пек, вӑл хӑй таврашӗнчи ытти илемсӗр ҫынсенчен уйрӑлса кайрӗ; эпӗ, ҫывӑрса каяс умӗн, ӗненсе те ытараймасӑр юратса, ӑна юлашки хут ыталарӑм… Ку, чӑнах та, ытла ирсӗр планччӗ, Нина Капитоновна епле майпа хирӗҫ каламасӑр чӑтса тӑни ҫеҫ мана питӗ тӗлӗнтерчӗ. Килте ларакан Ҫын тепӗрне тем те пӗр кала-кала хӑратнӑ. Вара Бехтеров, хӑйне сухалӗнчен турткаласа, чирлӗ ҫынпа хисеплӗн калаҫнӑ вӑхӑтра эпӗ ывҫӑ тупанӗпе хамӑн пите шӑлкаласа тӑтӑм, — ӑна вӗри тусанпа пӗҫертнӗ пек туйӑнчӗ. Эпӗ хамӑн пек профессипе пурнакан ҫынсене сайра ҫеҫ тӗл пулкалатӑп. «… Мана хуть Главсевморпутьне чӗнтермелле пулнӑ та сӑмах мӗн ҫинчен пынине ыйтмалла пулнӑ! Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн колхозри ӗҫ эртел ӗҫӗ, вӑл пурне те усӑ тума каять, ҫавӑнпа тепӗр бригадӑран пулӑшу илнине япӑх япала тесе шутламастӑп эпӗ. Сарлака хӗвел пайӑрки ҫав куҫа йӑмӑхтаракан япаласем ҫинче выляса тӑрать, вӗсем, хӗвел аннӑ вӑхӑтри пӗлӗт пек, тӗрлӗ тӗслӗн ялкӑшаҫҫӗ. Унтан мӑкӑртатма пуҫларӗ, вара ахлатса илчӗ те сӑмахлама тытӑнчӗ. Вӗсем ӑна ҫул ҫинче Рио-Грандерен Леона патне килнӗ чух тапӑннӑ. Маша тӑнлать, — утни аяккалла кайса пырать: старик, ахӑртнех, тӗп пусмапа аялалла анать. Апла-тӑк — апат ҫимест! Эсӗ ӑнланатӑн-и, рабочи юлташ, епле касса ҫурчӗ вӑл пирӗн чӗресене? Зеб Стумп Кентукки штатӗнче ҫуралса ӳснӗ, хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне вӑл анат Миссисипи тӑрӑхӗнчи ҫын пырса тивмен вӑрмансенче, сунара ҫеҫ ҫӳресе ирттернӗ. Лилипутсен чӗлхипе блефускусен чӗлхи хушшинчи уйрӑмлӑх Европӑри кирек хӑш икӗ чӗлхе хушшинчи уйрӑмлӑхран кая мар. — Ҫук пулмасӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Базаров. Куракан ҫынсем тӗлӗннипе кӑшкӑрса янӑ. Командующий те пӗлетчӗ, ҫавӑнпа вӑл мана куларах кӗтсе илчӗ те. Генри Пойндекстере вӗлернӗ ҫӗре Морис Джеральд пӗртте хутшӑнманнине Зеб Стумп сӑмахӗсем уҫҫӑнах кӑтартса пачӗҫ. Ку ӗнтӗ унӑн яланхи сӑмахӗ. Паганель пӗтӗмӗшпех темӗнле сивчир пек чӗтрекен ҫӗкленекен тыткӑнне ҫакланчӗ. Петр тахӑшӗ тӗлӗнсе пӑшӑлтатнине илтрӗ: — Ай, аттеҫӗм! Ӑна ҫак, пӗчӗк ачанни пек ҫутӑ куҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ та хӳхӗм йӗкӗт часах килӗшрӗ. Курса ҫӳрени — вӑл вӗренни пулать. Лешӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал юлташла туйӑмне палӑртнипе Лятьевскин кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, анчах, хӑй хумханнине палӑртас мар тесе, вӑл Половцев патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те, алӑк хӑлӑпне ярса тытса, ҫапла каларӗ: — Хампа пӗрле эпӗ Тубянскри Харитонов Максима илетӗп. — Пӗлмесӗр. Кала, вӗсем ӑна урама урӑх ан кӑларса яччӑр… Вӑл ман чуншӑн ют. Николай Артемьевич ӑна пӗр сӑмах та каламарӗ, шухӑша кайнӑ пек пулса, интересленнипе кӑна пӑхса илчӗ; Ҫак хӑрушӑ вырӑн ҫинчен нумайранпа шухӑшласа пурӑннӑ Володя халь, ку вырӑна хӑй куҫӗпе курсан, ним чухлӗ те шикленмерӗ; пачах та урӑхла, ҫак чӑннипех те илемлӗ вырӑналла вӑл чунтан киленсе, геройла туйӑмпа, акӑ ӗнтӗ тепӗр ҫур сехетрен эпӗ унта пулатӑп тесе, пӑхса пычӗ, хӑйсен полкӗпе батарейӗ ӑҫтарах тӑнине ыйтса пӗлмелли вырӑна, Севернӑя, пиччӗшӗ тӑракан полкри обоза ҫитичченех тинкерсе, куҫ сиктермесӗр пӑхса пычӗ вӑл унталла. Карапсем пырса ҫитсен, эпӗ хывӑнтӑм та кимӗ патне кайрӑм. Санина каллех хӑй иккӗмӗш кун сирсе ярайман шӑршӑ пуҫне тивме пуҫланӑ пек туйӑнчӗ. Чӑннипех калам-ха сире: хӑҫан та пулин сирӗн ман ҫинчен усал сӑмахпа калас килет пулсан, ҫӗҫӗ илӗр те пусӑр мана эсир, — ку сирӗншӗн питех йывӑр пулас ҫук пуль тетӗп. Унсӑрӑн шӑпах мӑнкӑмӑлланма пуҫлатӑн. …Мӗншӗн Андрей Петрович паян мана икӗ болгар ҫинчен каласа пачӗ! Мӗскӗн Робертпа Паганель ҫухалчӗҫ. Вӗсене мӗн туни паллах ӗнтӗ. Ҫынсем вара Хӗвеле сӑнанӑ: Хӗвел тӳпене ҫӳлӗрех улӑха пуҫласан, ҫанталӑк ӑшӑтать, эппин, часах хӗллехи сивӗсем иртеҫҫӗ, ҫурхи ӑшӑ уяр кунсем ҫывхараҫҫӗ. — Ку ыйтӑва ҫывӑх кунсенче татса парӑпӑр. Вӑл, кӗскелнӗ ури ҫине таянса, тӗрӗслӗх шыранӑ пек, асаплӑн кулса, ҫапла каларӗ: — Ӑҫта та пулин манпа усӑ курма май килес ҫуккине эпӗ пӗлетӗп вӗт-ха… Вӑл Георгий хӗресӗ илнӗ сапер-салтакчӗ, ухсахчӗ, — туркӑсемпе вӑрҫнӑ чух унӑн чӗркуҫҫине ватнӑ. Вӑл Урия Гип тӗслӗ. Кӑна пурне те илтнӗ эпӗ. Эпӗ пурне те малтанах пӗлетӗп, — пат татса хучӗ те Ҫӑрттан мучи, тем вӗрентсе каланӑн, шӗвӗр пӳрнине тӑратрӗ, — Эпӗ сире халӗ пӗр япала ҫинчен каласа парӑп, вара пурте паллӑ пулӗ, урӑх нимле тавлашу та кирлӗ пулмӗ. Пӑхатӑп: унта хӗрсех ҫулаҫҫӗ, ултӑ лобогрейка ҫӳрет. Сана пӗр япала кӑна хушатӑп: лар та пӗр сӑмах та ан чӗн. — Малашне тӑватӑ ураллисемпе пӑтраштарас мар тесе, лайӑхрах курса юлма тӑрӑшӑр вӗсене. Эсӗ хуҫа пулнине сӑнран чухласа илетӗп. Ялавӑн шурӑ вӑрӑм патакки сывлӑшра вӗлтлетсе илчӗ, халӑха икке уйӑрчӗ, ушкӑн варрине кӗрсе ҫухалчӗ, тепӗр минутран вара ҫынсен ҫӳлелле ҫӗкленӗ пичӗсем ҫийӗн ӗҫхалӑх ялавӗн сарлака тӑрӑхӗ, хӗрлӗ кайӑк пек саркаланса, варкӑшса илчӗ. Инҫетре-и вӑл? Вӑл экран ҫинче курӑнсан пурте ура ҫине тӑчӗҫ, сӑмах хушма кӑна та мар, ассӑн сывлама та хӑяймасӑр тӑчӗҫ. Кӗҫех хӗрес патшинчен кӗтмен хыпар илетӗн. — Епле! Эпир пӗрмаях анса пыратпӑр вӗт! — тет профессор. Ан та хӑтланӑр: ӗмӗрте те тытаймастӑр: унӑн лаши манӑн Чортран та хытӑ каять.» Ҫавӑнпа та, ҫав туйӑмсем ытлашши ӳссе каясран шикленсе, Алексей ун патне хӑйӗн Камышинра юратнӑ хӗрӗ пурри ҫинчен, амӑшӗпе Ольӑна хӑйӗн хуйхи ҫинчен каласа пама хӑяйманни ҫинчен ҫырса янӑ. — Мӗн калаҫрӗҫ-ха вӗсем? Ҫапах та Кассий Кольхаунпа Морис Джеральд хушшинче дуэль пулнипе ҫынсем калама ҫук интересленнӗ. — Миссис Гленарванпа мисс Грант пирӗнпе пулман пулсан, — терӗ вӑл, юлашкинчен, — ҫав юрӑхсӑр ҫынсем мана хӑратсах та каймӗччӗҫ. — Вышка ҫинче! Эпӗ сана, ҫавӑн пекскере, хӗрарӑм вырӑнне хурса та кӑмӑллас ҫук! Мана вӑл эпӗ ахӑртнех чаплӑ ҫын ҫемйинче ҫуралнӑ пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн ӳт-пӗвӗмпе тасалӑхӑм тӗлӗшӗнчен унӑн ҫӗршывӗнчи пур ехусенчен те иртсе кайни ҫинчен каласа пачӗ. Чӑнах та, вӗсенчен пӗр пилӗк миль кӑнтӑрарах ҫӗр ҫине тем ҫӳллӗш хум ҫӗкленчӗ. — Вӑт ку юрать! — тӳрех килӗшрӗ Ерофей Кузьмич. Ман Андрюшка та арӑмсӑр тӑрса юлчӗ акӑ. Чӑннипе ӑна джерсийӗпе ҫӳҫ кӑтрисем ҫеҫ питӗ илемлетнӗ иккен, унсӑр пуҫне пӗр кун хушши пӗрле пулнӑ хыҫҫӑн манӑн унпа тата ытларах ҫывӑхланас килнӗ. — Манӑн ҫавӑн пек пулмалла та, — мӑнаҫлӑн та чӑнласах каларӗ Лушка. — Нагульнов сасартӑк тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, калама ҫук пысӑк куҫ шӑрҫисем урнӑ ҫыннӑнни пек ялтӑртатса илчӗҫ, тути хӗррисен кӗтессисенчен кӑпӑк пӑчӑртатса тапса тухрӗ. — Ҫитӗ, атте, — терӗ хӗрӗ, — санпа килмен пулсан, турӑ мана хама асап кӑтартнӑ пулӗччӗ. Вӑл, урапа ҫине тӑрса, шинельсемпе минтерсене ларкӑч айне майлаштарса хурать; лармалли вырӑн ҫӳлӗ пек курӑнсан, вӑл минтерсем ҫине ларать те вӗсене сике-сике пусарать. Хамӑр ҫар этемми иккенне манӑпӑр. — Тек сӳпӗлтетсе ан тӑрӑр! Вӑл хулпуҫҫисене ҫеҫ турткаласа тӑрать. Вӗсем хӑйсен туррине килти пур ӗҫсене те, хӑйсен пӗчӗк пурнӑҫӗнчи пур кӗтесӗсене те явӑҫтаратчӗҫ, ҫавӑнпа ҫук пурӑнӑҫӗ тул енчен пӑхсан чылай паллӑраххӑн пулса тӑратчӗ, кашни сехетрех аслӑ вӑя служить туса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. Вӑл аллине сывлӑшра сулкаларӗ те ура ҫине тӑчӗ. Огняновӑн ӳт-пӗвӗ сӳ-ӳ ҫӳҫенсе кайрӗ. — Мӗншӗн эсир яланах ҫав тери салху? Эпир Берлина ҫитсен, эпӗ вӗсемпе мӗнле чӗлхепе калаҫам-ха? Ҫук ӗнтӗ, эпӗ, эхер те мана кам-тӑр кӳрентерес е ҫапас пулсан-и… — Вӗлерчӗҫ-и? Ӑна вӑл хӑй жуликсем хушшинче пурӑннӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа вӑл:— Тихонсӑр пуҫне никама та ӗненместӗп, — тенӗ. Чӑнах та халь Тициан пеккисен ҫук вӗт? Иохим тӗмри хӑвасене сирнӗ те шыв хӗррине аннӑ, пӗр самант тӑнӑ хыҫҫӑн сасартӑк вӑл ӑнланнӑ: хӑй мӗн шыранине шӑпах ҫакӑнта тупӗ. Тӗрӗксен пусмӑрлӑхне, тен, чӑнласах пӗтерме вӑхӑт ҫитрӗ пуль, халь ав пӗчӗк ачасем те хӗҫ-пӑшал тытаҫҫӗ!.. Ерӗшке кинӗ вилсен, Щуров ыйткаласа ҫӳрекен чӗлхесӗр хӗре илештернӗ, вӑл ҫак вӑхӑтченех унпа пурӑннӑ, хӗр ӑна вилӗ ача ҫуратса панӑ… — Ҫук, атте, эпӗ хатӗрленмен. Ав, аҫу сан кӗнекесем те вуламасть, ҫавах та… мӗнле ҫӑмӑл ҫын! — Эвакуацилемелле? Мӗнле майпа чума ҫакӑн чухлӗ халӑх шӑнӑҫма пултарать-ха, кӑна вара ниепле те ӑнланма ҫук! Эпӗ Швабрина итлесе чӗререн кулса ларнӑ вӑхӑтра ӗнер комендант ҫуртӗнче мундир сапласа ларнӑ инвалид пырса кӗчӗ те Василиса Егоровна ячӗпе мана вӗсем патне апат ҫиме чӗнчӗ. Ҫук та пулӗ. — Тинӗс! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. — Фома пуҫне ҫӗкленӗ те, купецсем ҫине пӑхса, куҫхӳрипе кулса янӑ. Матроссем — пурте американецсем, пурте Калифорнирен, пӗр-пӗрне тахҫантанпах пӗлекен ҫынсем. Вӗсем ӑмсансах темӗнле тымарсемпе пӗр какай кӑшлаҫҫӗ, вӗсем кӑшлакан какай тӗссӗрленсе кайса шӑршланма пуҫланӑ. Йытӑ пурӑнӑҫӗпе пурӑннӑ, сирӗн пек амӑш арки ҫинче ырӑ курса пурӑнакансем пек мар. Эпӗ сире хам ҫинчен каласа паратӑп. Мана никам тума пултарайман ӗҫ хуш, — эпӗ ӑна тӑвӑп! Эп саншӑн вилме хатӗр… Ҫула май вӑл Иван Никифоровича мӗнле меслетпе ассамблейӑна кайма хатӗрлесси ҫинчен шухӑшласа пычӗ. Упӑшкан ӗҫӗсене туса пыма-и? — Урамра мӗн пулса иртнине курсах тӑтӑм, полицейскине кӳрентермерӗ вӑл, нимӗн иккӗленмелли те ҫук кунта, йӑнӑш ку. Сана вӑл тем пирки тӑрӑхласа пӑхать, тет, хӑйне питӗ пысӑка хурать, тет. Пӗчӗк те ырханккаскер, вӑл урапа ҫине, Варьӑпа Давыдов хушшине, чӑпӑркка пек тӑсӑлса выртрӗ те, кӗҫех ҫинҫе сасӑпа, шӑхӑрса хӑрлаттарма пуҫларӗ. Унӑн шывланнӑ куҫӗсенче кичемлӗхпе хӑрани палӑрать. Тупӑсен сасси, Алексей вӗсем патнелле ҫывхарнӑран-и е ытти сӑлтавпа пулӗ, хытӑрах кӗрлеме пуҫларӗ. Тихон монастыре виҫӗ хут кайса килчӗ ӗнтӗ: ҫурӑмӗ ҫине кутамкка ҫакать те, аллине туя тытса, васкамасӑр тухса утать. Акӑ ҫӗр тӑваттӑмӗш хут — тата хытӑрах сикет те чӗтренет. Ҫурҫӗр енчен кӗл тӗслӗ сӗмлӗхрен океан хумӗ ҫӗкленсе килет те чӗрӗ мӗн пурлӑха тӗп туса Ҫӗр тӑрӑх кусать, кусать… Самаях тарлаттарчӗ. Колхоз ятарласа стипенди фончӗ уйӑрса пачӗ. Вӑхӑт пурне те килӗштерет, тенӗ. Виҫҫӗмӗшӗ, команда хушшинче пире парӑннӑ ҫынсем те юлнӑ. — Халь астӑватӑн-и, манман-и? — Ара, илнӗччӗ, анчах вӑл ӗҫӗ урӑхласкер. — Кирлӗ-и вӗсем, кирлӗ мар-и — кӑна эпир татса параймастпӑр, анчах эсир те хӑвӑра усӑсӑр тесе шутламастӑр вӗт-ха. — Каям-ха пӗрех хут сада». Пирӗн шутпа кӗнекесен мӗнпур пахалӑхӗ те вуланинче, вӗсем ҫынсене усӑ панинче ҫеҫ, тимӗр решетке хыҫӗнче питӗрӗнсе пӑнтӑхса выртнинче мар. Николай Антоныч пирӗн умма тухса тӑчӗ. «Мӗнле мӗн вулатӑп, Фома Григорьевич? сирӗн пурнӑҫӑрта пулни-иртнисем ҫинчен, сирӗн сӑмахӑрсене вулатӑп». Тӗрӗс-и, мучи? — Хамах кайнӑ пулӑттӑм та, полици мана та шырать-ҫке. Хӗвел сасартӑк сӳнчӗ пулсан, Уйӑх, Венера, Марс тата ытти планетӑсем те ҫутатма чарӑннӑ пулӗччӗҫ. — Ҫавсем, ҫавсем! Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, Тарӑ? Полкран пӗр икҫӗр метр малта дозор пырать. Ӑна ертсе пыраканни Яхно комиссар. Дозор пӗлмен вырӑнсене ҫивчӗ куҫпа пӑхкаласа сӑнать. Килтен кун пек тухса каяссине Петька интереснӑ мар терӗ. Петька темӗнле кӑткӑс план шухӑшласа тупрӗ. Ку план мана хӑйӗн вӑрттӑнлӑхӗпе тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. Люба ҫӳлех мар, акӑлчансен чирӗпе чирленӗрен халичченех хур уриллӗ, пилӗкӗ илемсӗр. — Гейдельберга мӗн тума? Суту-илӳ кварталӗ ҫумӗнчи Казонде патшин резиденцийӗ тенӗскер — пӗр тӑваткал миля ҫинче вырнаҫнӑ таса мар ҫуртсен кӗпӗрленӗвӗ. Шӑмшакне пусса ҫитернӗ тутлӑ ыйхӑ витӗр вӑл уйрӑм сӑмахсене ҫеҫ ӑнланчӗ. Алексей вӗсен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шутламарӗ, тӑван сӑмахсем илемлӗн янранине кӑна савӑнӑҫлӑн итлесе выртрӗ. Сарайран тухрӗ, кӗсъинчи сулмаклӑ револьвере аллипе хыпаласа пырса, станци еннелле утрӗ. Мильонер! — Эсир мӗн ҫинчен каласа кӑтартнинчен эпӗ нимӗн те ӑнланаймарӑм, — терӗм эпӗ. — Каймастӑп, — терӗм эпӗ. — Хурлӑхан татрӑм, анне патне кӗрсе тухрӑм. Кун хыҫҫӑн Соломон хӑй мулӗн ҫӳпҫинчен йӑмӑх-хӗрлӗ карбункулсенчен вӑрӑмлатнӑ груша евӗрлӗ тунӑ хаклӑ алкасем илсе килме хушнӑ. — Сутӑр мана хӑвӑр билетӑра, — сасартӑк ман хӑлха ҫумӗнчех персе ячӗ Беловзоров. — Эпӗ сире ҫӗр тенкӗ паратӑп. Тӗнчере мӗн-мӗн чи лайӑххи пур, ҫавсем пурте тӗлӗкре курӑнччӑр сана; анчах тӗлӗкре кирек мӗн курсан та, эпир вӑраннинчен ырри нимӗн те пулас ҫук!» — Ун ҫине шанатчӗҫ, — терӗ Елена туйӑмсӑр. — Питех те шел, пулаймарӑр эсир унта; хӑнасем шутсӑр йышлӑччӗ, пин ҫын ытла, музыка, генералсем, эпӗ те ташларӑм… Тула, ватӑ хыр айне илсе тухса лартса хӑмаҫпа витнӗ сӗтел тавра совхозри служащисем пуҫтарӑннӑ. Мӗнпур экипажа каторжниксен ҫӗҫҫи айне тӑваймастӑп ӗнтӗ эпӗ! Таля вӗсене хӑйсен йӑнӑшӗсене йышӑнас ҫул ҫине илсе пыма хӑтланчӗ, каласса та вӑл трибуна ҫинчен мар, юлташла калаҫнӑ чухнехи пек кӑна каларӗ: — Астӑвӑр, виҫӗ ҫул каярах, ҫак театртах, Дубава пирӗн пата хӑйӗн «рабочи оппозицийӗ» текен ушкӑнӗпе тавӑрӑннӑччӗ. — Тинех ӗнтӗ, тинех! — кӑшкӑрсах ячӗ вӑл. Вӑл чирлемен те вӗт-ха… Анчах ҫурт ҫывӑхӗнчен чупса иртнӗ чух Мери Джейн кантӑкӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ, — савӑннипе манӑн чӗре чутах сиксе тухатчӗ, анчах эпӗ тытӑнса тӑма пултараймарӑм, часах ҫурт та, ытти те пӗтӗмпех ман хыҫра, тӗттӗмре курӑнми пулчӗ вара, вӗсене эпӗ урӑх нихҫан та курас ҫук ӗнтӗ терӗм хам ӑшра. — Тӗрӗс калатӑр, сэр, — тесе хучӗ Джон Мангльс. Эпӗ каютӑна хама илсе килнӗшӗн тӳлемелли укҫашӑн хамӑн мӗнпур пурлӑха пама пултӑм, анчах вӑл пӗр фартинг та илместӗп, терӗ. Иван Кузмич, хупса ларт вӗсене халех! — Паллах аванрах-с. — Сирӗн вырӑна халӗ кама вырӑнаҫтарнӑ ӗнтӗ? Ҫӗр айӗнчи ҫул патне тухмалли тимӗр алӑк уҫӑ пулнӑ. Хӑяматне вара вӑл парнесемпе! — Пирӗн телее, — терӗ пьемонтец, — Неаполь ҫыннисен хӗрӳлӗхӗ Неаполе ҫеҫ тивӗҫлӗ,— Чарӑнӑр, господасем! — терӗ профессор, вӗсен калаҫуне хутшӑнса. Вӑрман улпучӗн кил-ҫурчӗ чылай хыҫала юлсан, Павел садӑн пӗлтӗрхи сарӑхнӑ ҫулҫӑсемпе витӗннӗ ҫулӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Сад пӑрахӑҫа тухнӑ пек пушшӑн курӑнчӗ. Пӗррехинче, уйрӑмах тӗттӗм ҫӗрле, вӑл ӑна арпалӑхран ҫавӑтса тухрӗ, йӗнерлемесӗрех утланса ларчӗ те сиккипех хирелле чуптарса кайрӗ. Каялла тул ҫутӑлас умӗн тин таврӑнчӗ. Пурӑнассишӗн ҫунса тӗлкӗшекен тискерчӗксем пире керменсемпе сад-пахчаран хӑваласа кӑларччӑр-и, ҫӗнӗ цирксем тума, тимӗр тӑпри кӑларма хистеччӗр-и, Марс тӳремлӗхӗсем вӑрҫӑ шавӗпе-кӗрлевӗпе янӑраччӑр-и? Мӗн тери вӑрах чавма тивет вӗсен, эрне хыҫҫӑн эрне… вӗсем ҫаплах чаваҫҫӗ те чаваҫҫӗ! Нагульнов арӑмӗнчен уйрӑлнӑ, уйрӑласса та ҫын пек мар, ӑна килӗнчен йытта хӑваланӑ пек хӑваласа кӑларса янӑ. Ҫил ҫеҫенхир тӑрӑх асар-писеррӗн шӑхӑрса та ҫавӑрттарса вӗҫрӗ, вӑл курӑк хушшинче чӑтма ҫук хытӑ шавланине пула аслати сасси те, кустӑрмасем кусни те илтӗнми пулчӗҫ. Тем япала тиесе хура брезентпа витнӗ ҫак пысӑк урапа, сӑнчӑрсене чӑнкӑртаттаракан ҫак пилӗк лаша, ҫак чӗмсӗр жандармсем — пурте пӗрле кун ҫути килсе ҫитмен тӗтре витӗр хӑратса тӑраҫҫӗ. Вара шӑв-шав пуҫлансанах, Джима йӑпӑр-япӑр вӑрласа каймалла. Халӗ ӗнтӗ хытӑрах юрататӑн, мӗншӗн тесен кӗвӗҫетӗн. Омбу йывӑҫҫине шыв юхӑмӗ хӗвелтухӑҫӗнчен ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫнелле юхтарса пырать. Ӗлӗк кулаксен пулнӑ икӗ ӑйӑра, правлени валли служба ӗҫӗсемпе тухса ҫӳреме хӑварнӑскерсене ун аллине шанса панӑ чухне Яков Лукич ҫапла каларӗ: — Хӑвӑн куҫ шӑрҫисене сыхланӑ пекех упра вӗсене! Инкек-синкек улӑштарать, ҫӗнет тет вӗсене. Промысла вӑхӑчӗ кӑҫал уншӑн ӑнӑҫлах пулмарӗ пулин те, «Пилигрим» — пит лайӑх карап. Нумай ҫул хушши карап тытса ҫӳрекен моряк хӑйӗн карапне мӗнле шанать, ҫавӑн пекех шанатӑп эпӗ ӑна. — Апла пулсан, эсир «Британипе» хӑҫан уйӑрӑлни ҫинчен хуть каласа памӑр-ши? Кунсӑр пуҫне эсир мӗншӗн Австралине килнӗ? Ун пек чухне инкек пуласси инҫе-и вара? Хускалнӑҫем пысӑкланса, пысӑкланса пырать, ытларах та ытларах, тӗлкӗшекен кӑвар пек, хӗрелет. — Эсӗ мана, Агафоша, ан хӑрат. Эпӗ ӑна пӗлетӗп. Эпӗ ӑна ӑспа, чӗрепе сисетӗп. Малтанлӑха пӗр ҫирӗм ҫын ярас, вӗсем вӑрӑ-хурах ращине тасатса та тухӗҫ; халӑхӗ хӑравҫӑ мар, пӗчченшерӗн упана хирӗҫ тухаканскерсем — хурахсенченех тарас ҫук. Ҫавсене кура эпӗ, ку вырӑна авалхи вӑхӑтра тинӗс шывӗ хупласа тӑнӑ пулмалла тесе шухӑшларӑм. Иван Иваныч, куҫарса парӑр! Умра ура вӗҫӗнчех ҫыран, унта шыв шарласа юхать. — Хуйхӑ сирмелле мар-ха кунта, ӗҫ тумалла! Вӑл кустӑрмине аллинчен вӗҫертсе ячӗ те ялав хӑпартмалли кантра вӗҫне ярса тытрӗ. — Ав, мӗнле иккен, мӑнтӑрскер, тачка хырӑм… Эпӗ, чӳрече патне пырса, ун ҫине лартӑм, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла ӳпӗнтӗм те шухӑша путрӑм. Телейлӗ ҫын — пур этеме те тӑшман… Пурне те хӑрушӑ пулса кайрӗ. Темшӗн, пӳлӗмре сасартӑк тӗттӗмленчӗ, ҫав самантрах алӑк хыҫӗнче параппан ҫапни илтӗнсе кайрӗ. — Эрех! Вутлӑ шывӑн кашни тумламӗшӗн эпӗ Алвиш тусӑма… — Шурӑ ӳтлӗ ҫыннӑн пӗр тумлам юнне, — ӑс пачӗ Негоро, Алвиша паллӑ парса. Лешӗ ӑна хирӗҫ ҫирӗплетнӗн пуҫне сулчӗ. Эпӗ талӑкра тесе калатӑп, мӗншӗн тесен метеорсем каҫхине те, кӑнтӑрла та ӳкеҫҫӗ, анчах кӑнтӑрла пысӑк метеорсем — болидсем кӑна курӑнаҫҫӗ. Кивӗ сурансем пурте сурма пуҫланӑ… Эсир мана валли ҫӑка чечекӗпе пӗҫернӗ чей парӑр. Шӑнтӑм пулмалла. — Los jndios! — тесе пӑшӑлтатса илчӗ мексиканка, вара лашине тата хытӑрах шпорӑсемпе тапса, ӑна кипарис еннелле хӑвала пуҫларӗ. Тусӗсене ӗмӗрлӗхех юратакан ҫынсенчен пӗри вӑл; унашкаллисем тусӗсене лешсем яланах кӑмӑллӑ пулнипе те мар, пӗрре юратса пӑрахнӑ ҫынран писесси — ӑна йӑнӑшпа юратса пӑрахнӑ пулсан та — ята яни пулать, тесе шутланӑшӑн юратаҫҫӗ. Эпӗ ӑна кайса пӑхма тивӗҫ», — хӑй тӗллӗнех калаҫкаласа илчӗ Михайлов. Аннене кала, манӑн юбкӑсемпе ҫӑм тутӑрсене тата кофтӑсене йӑмӑкӑма патӑр. Матроса Джон алӑран ярса илчӗ. Ой, мисс Луи, пирӗн пата ҫав турӑ лашаллӑ ҫамрӑк джентльмен пырса ҫитмен пулсан, мӗн тӑвӑттӑмӑрччӗ-ши эпир! Вӑл Джонние тата тепӗр эрне килте пулма ирӗк пачӗ, ӗҫлес вырӑнне никама та памӑпӑр, терӗ. — Ҫынран илтни вӑл хӑйне-ха, ҫаплах пулса тӑрасса ху пӗлетӗн пулсан шанчӑклӑрах та… Увар Иванович пӳрнисене выляткаласа илчӗ. Вӑл ҫӗкленчӗ, аллисене шӑлавар кӗсйисене чиксе хучӗ, пуҫӗ ӗмӗлкене, тӗтӗме путнӑ, лампочка ҫутинче — чавси таран тавӑрнӑ ҫаннисенчи ҫӑмлӑ аллисемпе уҫӑ кӑкӑрӗ ҫеҫ. Фургона вӑл хӑмасемпе ҫапса икӗ пая уйӑрма каларӗ. Чӗлхепе урисем вӗсене Анатри Кӗҫӗн урама илсе ҫитернӗ тӗле иккӗшӗ те йӑлт пӑшӑхса хӗрелнӗччӗ ӗнтӗ, шӗлепкисене хывса, тарӗсене шӑла-шӑла илетчӗҫ. Павел хӑй хыҫҫӑн алӑка хупрӗ те пӗҫерекен ҫамкине шӑлса илчӗ, пушӑ контора витӗр тулалла утрӗ. «Пур ҫӗрте те ҫӗр пӗрех, — темшӗн шухӑшласа илчӗ Костя. — Пур ҫӗрте те хамӑр ҫӗр». Магеллан ҫакӑнпа килӗшмен, Кӑнтӑр Америкӑн кӑнтӑр вӗҫӗнче икӗ тинӗсе пӗрлештерсе тӑракан пролив пуррине чухланӑ вӑл. Эпӗ астӑватӑп, — шанӑҫлах маррӑн мӑкӑртатрӗ Ромашов, — Чысшӑн тавтапуҫах. Ӳкнӗ самантра ҫӑлтӑр пек ҫиҫсе пыракан чечек мӑкӑнь вӑрри пысӑкӑш ҫеҫ курӑнчӗ. — Полковник ҫапла хушрӗ, сирӗн преосвященство, — терӗ сержант чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Унта кайса ҫӳренӗ чухне эсӗ мана кирлӗ пулатӑн. Протезсем урайне хыттӑн ҫапӑннипе унӑн, пӗтӗм кӗлетки витӗр ток тухнӑ пек, чиксе ыратса кайрӗ. Мӗншӗн? Хӑвӑнне тупрӑн-и? Хӑвӑртлӑх шутҫи кӑтартать: ҫеккунтра 50 метр, шутҫӑ йӗппи малаллах куҫать. Пур тӗлӗшпе те ҫаплах, — ун ҫинчен аса илетӗн те, вӑл пӗлсен мӗнле пӑхӗ, мӗн калӗ? — тетӗн. Вара тӑвас тенине тума та шикленсе тӑратӑн… — Эсир чирлӗ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Елена, чирлӗ вӗт сан упӑшку! Алексей пӗчӗк шӑмӑсене те кышласах ҫӑтса ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл ҫӑвартан ирсӗр шӑршӑ кӗнине туйрӗ. Пар-ха Митяна, сиктерем кӑштах. Куҫса ҫӳревҫӗсем вӑрман касма, сулӑ ҫыхма хӑнӑхаҫҫӗ. Сулӑсемпе вӗсем Европа ҫыранӗсене инҫетри ҫурҫӗртен хупӑрласа юхакан тӑварлӑ, ӑшӑ юхан шывпа ише-ише каҫаҫҫӗ. Вӑл хӗрес умӗнче тӑнӑ чух ҫӳлте — тӳпе, йӗри-тавра — хир пулӗччӗ, ҫак шӑплӑхра вара турӑ ун кӗллине илтетехчӗ. Калама йывӑр ҫав. Мӗнле пулсан та унӑн пӑлханнӑ кӑмӑлӗ сисӗнмест. Паян вӑл палаткӑра пулмарӗ. Вӑтаннӑ салтак, каялла чакрӗ те ҫилленнӗ пек сасӑпа:— Мана сирӗн укҫӑр кирлӗ мар. Колоннӑн икӗ енӗпе те, хыҫалтан та винтовкӑсемпе автоматсем тата ручной пулемётсем тытнӑ нимӗҫ салтакӗсем утаҫҫӗ. Аникей Девяткинӑн ашшӗ — ҫӳллӗ, шап-шурӑ старик, — ҫакна курсан сӑхсӑхса илчӗ, турӑшсем умне чӗркуҫленсе ларчӗ. Икӗ кун хушши ывӑна пӗлмесӗр, ҫине тӑрсах усӑсӑр шыраса ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем аранах ҫын вӗлерекенӗн йӗрӗ ҫине пырса тухрӗҫ иккен. Пачӑшкӑ пӗтӗм ҫынна чӗтретсе ямалла чаплӑ картина ӳкернӗ пекех калать, — пӗтӗм тӗнчери вилӗ ҫынсем хӑрушӑ суда пуҫтарӑнаҫҫӗ те, арӑслан путекпе юнашар пырса выртать, вӗсене вара пӗчӗкҫӗ ача малалла ертсе кайӗ, — тет вӑл. Вӑл ссылкӑра пулнӑ иккен. Эхер эпир ыттисене хӑмӑртан лайӑхраха хурсан, эпир вӗсене хамӑртан ытларах юратнӑ пулӑттӑмӑр, анчах унашкал нихҫан та пулмасть. — Мӗне кирлӗ вӗсене пирӗн представитель? — ыйтрӗ Марко. — Анчах, ман шутпа, урӑхла каласан, эп ҫаплалла шутлатӑп… кашни уйрӑм пулӑмрах виҫни-сӳтни кирлӗ. Егорушкӑпа иккӗшӗ вӗсем чылайччен чул сарнӑ урамсемпе пычӗҫ, унтан тротуар кӑна хывнӑ урамсене куҫрӗҫ, юлашкинчен чул та сарман, тротуар та хывман урамсене пырса кӗчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, ку юрату мар, эгоизм. Илтетпӗр — кӑшкӑраҫҫӗ хайхи: — Акӑ вӗсем! Синопа каласа панине итлесен, вӑл пӑшал илсе йыттисене йыхӑрнӑ та, сукмак тӑрӑх хӑвӑрт утса кайнӑ. Синопа ун хыҫҫӑн чупса кӑна пынӑ. Пуҫ тайса хисеплетӗп! Мӗн ҫинчен? Вӑл килне уҫӑ кӑмӑлпа, вӑй пухса тата ҫав тери телейлӗ таврӑнчӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче хӑй мӗн ҫинчен шухӑшланине вӑл каласа пама та пултарайман пулӗччӗ. Давыдов, кӑмӑлне питех палӑртмасӑр йӑл кулса, ачасем ҫине пӑхать. Хамӑрӑн влаҫа сыхлани ҫеҫ сахал, Ленин вырӑнне пӗтӗм ҫемьепе тӑмалла, ан тив, совет влаҫӗ тимӗр сӑрчӗ пек тӑтӑр. — Пуринчен малтан тетрадьне пӑхар, — тесе сӗнӳ пачӗ доктор. Ҫакна лешӗ, мӑйракаллӑ турӑ ҫинчен калаканни ҫапла каларӗ… Эпӗ — пӗҫернӗ ҫарӑк пекех ҫемҫешке! — Хунарӗсене тӑпӑлтарса илӗр, алли-мӗнӗпех! Эпӗ ку политика тӗлӗшӗнчен юрӑхлах маррине тата тӗрӗслӗх капла тума хушманни ҫине темӗн чухлӗ те кӑтартса каларӑм. Юлашкинчен эпӗ ӑна: ирӗклӗ, хӑюллӑ халӑха чуралӑха кӗртес ӗҫе хутшӑнмастӑп, тесе тӳрех каларӑм. Переброд хӗрӗсем эсремете тытрӗҫ кунти площадьре… — Юрӗ, ҫыр, — терӗ вӑл. — Экспедицине чаракан ҫынна кайран инҫете ӑсатнӑ та, унта вилнӗ вӑл. Анчах ҫав минутра хӗр мана килӗшрӗ, ҫакна пула манӑн ӑна мӗнле те пулин кӑмӑла килмелле мар япала тӑвас е лайӑхах мар сӑмахсем калас килсе кайрӗ. Цилиндр варринче шал енче вуникӗ дюйм тарӑнӑш икӗ шӑтӑк пур, ҫак шӑтӑксене магнит тӗнӗлӗн вӗҫӗсене вырнаҫтарнӑ, кирлӗ пулсан ҫак шӑтӑксенче тӗнӗл ҫӑмӑллӑнах ҫаврӑнма пултарать. Матвей Ильич Аркадие ҫутта тухнӑ сановникле, ыркӑмӑллӑн, ытларах та калӑпӑр, — вылянӑ пекрех йышӑнчӗ. Го-го-го… Сенкер платник ывӑнма пӗлмесӗр ҫаврӑнкалать, сиккелет, кулӑшла такмаксем калать: Пӗр ташлам-ха тупата, Пӗр ташлам хӑватлӑ! Мӗнпур чӑпар тавралӑха хӗвел хӑйӗн юлашки ҫуттипе ҫап-ҫуттӑн ялкӑштарса илчӗ те, вара вӑл пӗчӗккӗнех тӗксӗмленме тытӑнчӗ; курӑксем тӑрӑх пӗчӗккӗнех мӗлке шурӗ, вӗсем тӗксӗмленсех пычӗҫ; курӑк ҫинчи тӗтре ҫӑраланнӑҫемӗн ҫӑраланчӗ, кашни чечек, кашни курӑк тутлӑ шӑршӑ кӑларма тытӑнчӗ, ку тутлӑ шӑршӑ вара пӗтӗм ҫеҫенхире сарӑлчӗ. — Колхозсене, батальона ертсе кайнӑ пек, атакӑна илсе ҫӳретӗн, теҫҫӗ. Вӑл мӗн калани пӗтӗмпех суя е йӗрӗнмелле, ӗмӗрех йӗкӗлтешме пӑхать тата хӑй. Тата кам кӑна ыйтмасть пулӗ-и те — эпӗ килте ҫук. — Уҫнӑ, ятне вара Марья Васильевна хисеплесе панӑ, — Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен малалла каларӑм эпӗ, ун пирки каллех мӗнле те пулин йӑнӑш ӗҫ сиксе тухасран хӑранӑ пек, ун тӗлне ҫирӗппӗн пусса. Ҫак вунпилӗк ҫулхи кӗҫӗн матросӑн ашшӗ-амӑшӗ кам пулни паллӑ мар. Вӗсем пӗр вунӑ ҫынна яхӑн — фортри салтаксем пулнӑ. Ӑна хурлӑхлӑ шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ. Виҫӗм ҫул ҫулла мана ура сурни аптратса ҫитерчӗ. Вӑл нумай пулмасть пурӑнса ирттернӗ кунсене аса илчӗ… Ҫарамас хӗрарӑм кӗлеткине авкалантарса тӳрлетрӗ, пуҫӗпе сулса илчӗ, ҫӳҫӗсем, унӑн намӑса пӗлмесӗр мӑкӑрӑлса тӑракан кӑкрисем ҫине ӳксе, вӗсене курӑнми турӗҫ, вӑл енчен енне сулӑнкаласа илчӗ те вӑраххӑн, хытах та мар, сӑмса витӗр, инҫетрен илтӗннӗ пек туйӑнакан сасӑпа юрлама пуҫларӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ май Гленарван кӗленче ҫӑварне тасатма пикенчӗ. Базаров тӑчӗ. Кам пӗлтерӗ ӑна ун ҫинчен? Дуняша керменте чухне питӗ хаяр, хапхаран тухсан ахӑлтискер, ӑна хирӗҫ мӑрт! кӑна турӗ. Нивушлӗ манӑн, Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫыннӑн, ҫав авалхи тискер япаласенчен пӗрне чӗрӗллех курмалла пулӗ? Андрее, малтанхи вӑхӑтра, кӗтмен ҫӗртен хӑйне ҫапла сыхласа ҫӳрекен ҫын тупӑнни килӗшмерӗ, Маринӑна ятлакаларӗ те вӑл, анчах кайран хӑнӑхса ҫитрӗ те, унӑн арҫынла мӑнкӑмӑллӑхне ҫак япала йӑпатма пуҫларӗ. Сехечӗ-сехечӗпе тунката пек пӗр вырӑнта тӑрса мӗн тӑвать вӑл, мӗн ҫинчен шухӑшлать? Пӗчӗк ушкӑн тинӗс хӗрринчен кайнӑранпа пӗрремӗш хут Дик Сэнд тинех Негорӑна курчӗ. Ехусем хирти кӗлтесене урапапа турттараҫҫӗ, вӗсен тарҫисем вара тӑррине витнӗ ҫуртсенче сӗлле урапа таптаса ҫапаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене каласа хӑюллӑ моряк повар еннелле ҫурӑмӗпе ҫавӑрӑнчӗ те, ҫыран еннелле утрӗ. Вӗлернӗ Миронов капитанӑн хӗрӗ вӗт вӑл. Вӑл ӑна хӑйпе пӗрле ниҫта та илмест… Ҫавӑн пекех унӑн пур ирсӗр ӗҫӗсем майлӑ пулма, тискерлӗхсемшӗн каҫарма юрать-и-ха? Огняновӑн укрепленийӗ ҫав чӑнкӑ ҫыран хӗррипе хӗвеланӑҫ енче ҫӳлте курӑнса тӑрать. Хохол куҫне ҫутӑлтарса, пурне те ыталаса илме пултаракан юрату туйӑмӗпе, чунтан-чӗререн калаҫрӗ: — Вӗсем патне унта ҫыру ҫырса ярсан аванччӗ, э? Тимофей, алӑк янаххинчен ыраттармаллах ҫапӑнса, пӳрте чупса кӗчӗ. Вырсарникунсенче ман тантӑшсем тӗрлӗ вӑйӑсем вылятчӗҫ, манӑн ерҫӳ ҫук, эпӗ килте асли. Воропаев ҫитӗннисен ушкӑнне кайса тӑчӗ. Леш тӗле ҫитсен, пӗрене ҫине ларса, ҫулҫӑсем витӗр сӑнама тытӑнтӑм. Ҫавӑнпа халӗ каҫсерен илтме хӑнӑхнӑ хартлатнӑ сасӑ илтӗнмест. Мирон унпа тавлашмарӗ ӗнтӗ, шухӑшлӑн кулкаласа, тутисене ҫеҫ ҫуласа илчӗ: Яков ӗҫсем чӑнах та ҫапла пулнине курчӗ: пурте питӗ лайӑх пулса пычӗ, пурте хӗпӗртесе кайрӗҫ, Митя, крыльца ҫине хӑпарса тӑрса, картишне пухӑннӑ рабочисене Петербургра мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ, рабочисем урра кӑшкӑрчӗҫ, унтан Митьӑна, алли-уринчен тытса, сывлӑшалла ывӑтма тытӑнчӗҫ. Ку ҫынсен чуптӑвасси те, ачаш сӑмахсем каласси те йӑлара ҫук, анчах вӗсем пӗр-пӗрне чунтан юратаҫҫӗ. Ромашка ман хыҫҫӑн чупса тухрӗ. Унӑн пултарулӑхӗ мана тыткӑнларӗ. Ӗнтӗ, чӑнах та, инкек тӗлне пулсан, вӑл вӑрҫас хастарлӑхне те ҫӗклентерет темелле. Пӗри те хӑйса калаҫаймасть. — Эх, ярӑпӑр… — Эсир тӗрӗс суйланӑ. Гленарван та, Талькав та, Роберт та тавралӑх пекех шӑп пулчӗҫ. Курӑкран ҫемҫе тӳшек туса выртрӗҫ те, тарӑн ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗҫ. Вӑрӑм та йывӑр ҫул туса ывӑннӑ хыҫҫӑн лашасем те ҫӗр ҫине выртрӗҫ. Вӗсенчен нимӗнле сас-хура та ҫук. — Ним пӗлмен тункатасем ӑна калаҫҫӗ, еретиксем, а эсӗ, ватӑ ухмах, итлетӗн! Тӗттӗмленчӗ. Вӑл та пӗрремӗш сортах мар, герцог пулин те. Ытларикун — июнӗн 2-мӗшӗ. — Эпӗ сирӗнтен ытла пӗлместӗп, майор, — тесе ответленӗ разведчик. — Паганель ҫав. Пире кӗтет-и вӑл? Вӑл ҫак хӑрушӑ купасем ҫине шуса хӑпарса, вилесем хушшинче хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗн ӳчӗсене шырама пуҫланӑ. Вара вӑл вӗсене, асаплантарса таткаласа пӗтернӗскерсене, тупнӑ. Халӗ ху ҫыр, хана епле вӗрентнӗ пек… Вӑл хӑй ҫӗҫҫине кӑларнӑ та, унти ҫынсем ҫинелле пӑхса каланӑ: «Вӑл ман пуля пулсан, — ун ҫинче ман инициалсем пӳлӗҫ — «К.К.К». Эпӗ шӑнса кайрӑм, пропусксӑрах кӗме юранине илтсен, ҫавӑнтах вӑл ҫав тери йывӑр выртнине туйса илтӗм. Асӑннӑ юханшыв Веллингтон провинцинчен пуҫланса Окленд провинцине ҫитиччен икҫӗр миль тӑрӑшшӗне юхса выртать, ҫурҫӗрти утравӑн чи ҫимӗҫлӗ ҫӗрӗсене нӳр парса иртет. Ҫак чӑнахах та Бил пулсан ӑҫтан мӑшкӑллама пултартӑр-ха вӑл унтан? Ҫак шупка-хӗрлӗ шӑмӑсем унӑн шӑммисемех пулсан, мӗн юлма пултартӑр-ха унтан? Унтах, поезд пынӑҫем сулӑнкаласа, часовой тӑрать. Эпир Король урамӗнчи ҫурта пырса ҫитнӗ чухне вӑхӑт каҫа юлнӑччӗ. — Ну-ка, кала-ха хӑв: ӑҫта? — Викторин ҫӗрӗсем ҫинче, — тесе хучӗ Гленарван, — каторжниксене ҫӳреме чарни ҫинчен пӗлеттӗмччӗ эпӗ. — Маша ман патӑмран чупса иртрӗ, чалӑшса кайнӑ виҫ кӗтеслӗ тутӑрӗ айӗнчен шап-шурӑ тулли мӑйӗ курӑнса юлчӗ. — Апат юлашкисене сарса ан пар. — Вӑл… ӑнланаймасть, — чухласа илет амӑшӗ, ывӑлӗн пичӗ ҫинче ҫак шӑв-шава ӑнланма пултарайманнипе тӗлӗнсе асапланнине палӑртакан йӗрсене асӑрхаса. Нумай ҫӗрте уй-хир ҫунса, ӗнсе кайнӑ. Шыва ямалла вӗсене! Шыва путармалла! Шӑчӑ тӑрне тирмелле! Пурте ҫуйхашса шавлама тапратрӗҫ. Петровсем тухтӑр каланипе гостиницӑсене вӑхӑтра куҫса кайнӑ та — ачисем чӗрӗ юлнӑ, куҫса кайман пулсан, ачисем те сывӑ юлас ҫукчӗ. — Акӑ халь ҫеҫ… — Ҫак шуйттан ҫисе ямарӗ-ши ӑна? — терӗ вӑл, буйвол енне сивлек куҫпа пӑхса. — Елена, эсӗ пӗлетӗн вӗт манӑн мӗн пирки тухса каймалла пулнине. — Савнӑ Радӑҫӑм! Анчах вӗсем хӑрушлӑха вӑхӑтра сисрӗҫ те лайӑхрах пӑхса пыма пуҫларӗҫ. Яра кӑна парӑр! Ара манӑн аллӑма самолет шанса панӑ-тӑк, ӑна майлаштарас тӗлӗшпе те ӗҫлемелле-ҫке-ха. Амӑшӗн чӗрӗрех те уҫӑмлӑрах калавӗсене ача лайӑхрах, тарӑнрах ӑнланатчӗ, анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсем ӑна чылаях асаплантаратчӗҫ. Анчах ун ҫинчен аса илме йывӑр пулсан… Тархаслатӑп… Унӑн, ӗҫ укҫи ӳснӗ май, килӗнче те пурнӑҫ лайӑхланса пырать. Ҫак ҫуртӑн хуҫи ҫынсене кӑмӑллӑн, ҫӑкӑр-тӑварпа йышӑннипе пӗтӗм Российипех чапа тухнӑ. Ун патӗнче чи чаплӑ художниксем нумайшар вӑхӑт пурӑннӑ, вӗсем вара кунти пур вырӑнсене те картинӑсем ҫине ӳкерсе, Российӑри ҫутҫанталӑкӑн илемне кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Мересьева, кунта нихҫан та пулман пулин те, ку вырӑнсене тахҫан курнӑ пек, хӑй палланӑ вырӑнсемпе пынӑ пек туйӑнчӗ. Алексей пуҫне усал шухӑш пырса кӗчӗ. Висбадена кай. Ку ешӗл мар-и? Ҫав сасӑра урӑх ҫын сассинче ҫук илемлӗх пур. Тепӗр тесен, пире сирӗн ҫинчен Гранвиль мэрӗ те вӑрттӑн пӗлтерчӗ. Вӑл та пирӗн майлӑ. Пачах урӑх ҫын пулса тӑрӗ. Лар, ман ямшӑк, янра ман шӑнкӑрав, вӗҫтерӗр манӑн лашасем, илсе кайӑр мана ҫак тӗнчерен! — Ухмах, эсӗ ху суйнине ху палӑртрӑн. Сарайпа хӳме хушшинче, хыҫал енче, хӑмаран тунӑ лутра ҫурт пур. Ҫынсем йӗркесӗрленмеҫҫӗ пулсан, вӗсене тӳрех асӑрхаҫҫӗ — мӗнле капла, теҫҫӗ. Этеме валли урӑх йышши апат пӳрне: ӑна урӑх йышши апатпа урӑх йышши ӗҫӗм пӳрнӗ: ҫӑкӑр вӑл — турӑ ырлӑхӗ, тата ӑна пӗлӗт ҫинчи шывсемпе авалхи аттемӗрсенчен юлнӑ алла хӑнӑхнӑ чӗрчунсем пӳрнӗ. Гребен казак хӗрарӑмӗн илемӗ уйрӑммӑнах ҫакӑнпа тӗлӗнтерет: унта черкесла пит-куҫӑн тап-таса тӗслӗхӗ ҫурҫӗр хӗрарӑмӗсенни пек сарлака та тӗреклӗ пӳ-сипе пӗрлешсе ҫыхӑнса тӑрать. Пӗтӗм халӑх ӑна пӗтересшӗн пулнӑ. Вӗреннӗ ҫынсем ҫавна «ӑнсӑртран тӳрре килнӗ шут» теҫҫӗ, авалхи ҫынсем «шӑпа» теҫҫӗ. Савӑнӑҫлӑ кунсем иртсе каяҫҫӗ, лайӑх ҫынсем иртсе каяҫҫӗ… Халӗ пачах урӑхла. Малтанласа эпӗ Катьӑна пулӑшаттӑм, мӗншӗн тесен эс пӗчченех тухса кайӑн тесе шансах тӑраттӑм-ха. — Аптрамасть, сывах! Пӗр-ик минут хушшинчех ҫав япаласем вӗтӗ-вӗтӗ таткаланчӑк пулса пӗтрӗҫ. Ӗҫӗ ҫакӑн пек: эпир халӗ фабрикӑна хамӑр кӗнекесене илсе пыма чарӑнсан, жандармсем, ҫавна асӑрхаса, пӗтӗм айӑпа Павелпа унӑн тӗрмери юлташӗсем ҫине йӑвантарма пултараҫҫӗ… Вара эпир самолета юсама, хамӑр юратнӑ ыр ятлӑ ҫын патне вӗҫсе кайма, ӑна пулӑшу пама та пултаратпӑр. Пулма пултараймасть! Сигарка туртас килет-и? — Ярцев аран ҫеҫ ура ҫине тӑчӗ. Вӑл ӗнтӗ Андрей килне хӑнӑхса ҫитнӗ. Пур пирӗн… Акӑ пире кирлӗ ҫын! Ҫуркунне ҫитнине форточкӑсем витӗр ирӗлнӗ юр нӳрлӗхӗ кӗни те, ҫерҫисем ҫуйхавлӑн чӗвӗлтетни те, трамвайсем пӑрӑннӑ чух савӑнӑҫлӑн та янравлӑн чӑнкӑртатни те, юртан тасалнӑ асфальт тӑрӑх хыттӑн таклаттарса утакан ҫынсен ури сассисем те уҫҫӑнах палӑртрӗҫ; каҫсерен вара — ҫакӑнта, гранитланӑ шыв хӗррине, Мускав варрине таҫтан хӑяматӗнчен килсе тухнӑ хуткупӑс пӗр пек те ҫемҫен нӑйкӑлтатни илтӗннӗ. Мӗн эс пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑратӑн?» Пӗлӗтсем хушшинчи кӑвак путланкӑсенче ылттӑн хӗвелӗ курӑна-курӑна каять те, ҫӗр ҫине пӗрре пӑхса янипех унта пурне те улӑштарса хурать. А эпӗ калатӑп — ҫук! тетӗп. Мана укҫа кирлӗ, кирек те ӑҫтан тупӑр — маншӑн пурӗпӗрех, — тенӗ вӑл амӑшне. Хамӑрӑн хӑрушӑ ҫул ҫине кайма тухсан, манӑн чӗре урнӑ пек тапма пуҫларӗ. Самай сивӗ каҫ пулчӗ. — Вӑл — хуньӑм завочӗ… — Ҫакӑнта-и? — ыйтрӗҫ вӗсем шӑппӑн. Павел ним чӗнмесӗрех тумланма тытӑнчӗ. Ҫакӑнта вара Костя сасартӑках ӑнланса илчӗ: «Маншӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать-ҫке, ҫавна пула ӗнтӗ, ҫав ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫывӑххине пулах, эпӗ ҫул ҫинче хама хам лайӑх пек туйрӑм», терӗ вӑл. — Эпӗ ӑна хам та юратмастӑп, ҫавӑнпа пиртен пӗри те ӳпкелешме пултараймасть. Ҫакӑн пек тимлӗн кӗтсе ларасси вӑраха тӑсӑлма пултараймасть, мӗншӗн тесен эпӗ унашкал ларма хӑнӑхман. Ҫыхӑр ӑна!» — Паллах, — терӗ лешӗ. Хохол парӑнмасть, юлашкинчен мужике калаттаратех. Вӑл улмуҫҫи ҫинчен сӗтел ҫине вӗтӗ тумламсем тумланине чылайччен ним хускалмасӑр пӑхса ларнӑ. Городцов тырӑ акса тӑвас ӗҫе тунсӑхлани тата вӑл тӗлӗкре те тулӑ уйӗсем курни ҫинчен Воропаев каласа парсан, Сталин тӑчӗ те, шухӑша путса, уткалама тытӑнчӗ. 2. Е, пач урӑхла, ҫумӑр кашни кун ҫуса тӑнӑ вӑхӑтра барометр юпи майӗпен, анчах пӗр чарӑнми хӑпарсан, лайӑх ҫанталӑк пуҫланасса шантарсах калама пулать. Ртуть юпи хӑпарма пуҫланӑранпа пӗрремӗш уяр кун ҫитиччен мӗн чухлӗ нумай вӑхӑт иртет, уяр ҫанталӑк ҫавӑн чухлӗ нумайрах тытӑнса тӑрать. Эпӗ вӗсен азбукине вӗрентӗм те йывӑрах мар предложенисене вулама пултараттӑм; ӑна мана Глюмдальклич хамӑр килте чухне тата ҫул ҫинче пушӑ вӑхӑтра вӗрентрӗ. Монтанелли чултан касса тунӑ кӗлетке пекех, ним хускалмасӑр ларчӗ. Нимӗн тума пӗлменнипе эпӗ ун патнелле пӗшкӗнтӗм,. унтан будкӑналла чупрӑм — ҫавӑн чухне тин, будка пушӑ иккенне пӗлсен, каялла хуралҫӑ патне таврӑнтӑм. Ҫапла эпир Гуд-Гораран Чертовой Улӑхне антӑмӑр… Вӑл пӑртак кӗтсе тӑчӗ. Фашизм Англишӗн вырӑнлӑрах мар-им вара? Халӗ ӗнтӗ пурӗпӗр мар-им? Ҫав хушӑра Джон Мангльспа Мэри вӗренрен ярса тытса хӑрушӑ пулин те аялалла анма пикенчӗҫ. Ку ҫын хӑйӗн ҫамрӑк юлташӗ пекех ҫепӗҫ те лӑпкӑ пулман, — Половцева курсанах, вӑл малалла ярса пуснӑ, куҫне мӑч-мӑч хупнӑ, ҫилли килнипе шуралса кайнӑ. Пурте шӑпах лараҫҫӗ. Сире хамран тӑпӑлтарса илнӗ чух: «Мӗнле телейсӗрскер эпӗ!» тесе шухӑшларӑм… Ҫапассу килмест, анчах та — ҫап! Пысӑк тата пӗчӗк планетӑсемсӗр пуҫне Хӗвел системинче комета текен япаласем те пур. Унтан вӑл пӑлан тирӗнчен тунӑ чӗн татӑкне туртса кӑларнӑ та ӑна йыттӑн мӑйне ҫыхса лартнӑ. Карточкӑна панама ӑшӗнчен татса илнӗ, клеенка татӑкӗпе лайӑх чӗркесе, мӑйкӑч хушшине чиксе хунӑ. — Эсир ирландец-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван, хуҫан тӑснӑ аллине чӑмӑртаса. Ун куҫӗ умне тӗксӗм тинӗс авӑрӗнчен ишсе тухнӑ пек каллех мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм тухса тӑчӗ; куҫа каллех ун ытарма ҫук аллисем, куҫӗсем, кулса тӑракан тутисем, кӑкӑрӗ ҫине кӑтраланса анакан тӗксӗм мӑйӑр тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗсем, хӗр шӑм-шакӗн мӗнпур килӗшӳллӗ вырӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ. Пӗринне пуҫне те ҫапса шӑтарчӗҫ. Манӑн апат пачах анми пулчӗ те, типсе хӑрса скелет пек анчах тӑрса юлтӑм. Пӗр суймасӑрах-и? — куҫхаршисене мӑшкӑллӑн ҫӗклесе, хыттӑн каласа хунӑ Маякин. Давыдовпа калаҫнӑ чухне ӑна ҫапла калать: — Халӗ ӗнтӗ тырӑпа тиенсех ларатпӑр эпир, Давыдов юлташ. Халӗ ӑна Гарпенченко чӗнсе таврӑннӑ та, ӑна ахалех, ӗҫ памасӑрах тытса усрать. — Чухласа ил-ха, Бекки, эпир вӗсен айнелле анса кайрӑмӑр вӗт. Эпӗ хамӑр ӑҫталла килсе кӗнине те пӗлместӗп, те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑр еннелле, те хӗвелтухӑҫ еннелле. Долинник Сергей ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ. — Пӗлтерех. Эпӗ хамах райкома пӗлтеретӗп. Вӑл губернатор, лорд Наполеон пурӑнакан вырӑн. Йӑх пуҫлӑхӗ е ватӑ ҫынсем ун ҫинчен пӗлмесӗрех юлаҫҫӗ. Итлӗр-ха, Морис, ун ҫине утланса ларӑр та ҫав прерири тискер лаша мӗнлине пире кӑтартса парӑр. Павел тӗрмешсе малалла калама тӑрӑшать, анчах ӑна сцена ҫинчен сӗтӗрсе тухса, пусма ҫине кӑларса ывӑтрӗҫ. Картлашкасен пӗр енӗпе карлӑк пырать, пусма картлашкисем ансӑрланнӑҫемӗн ансӑрланса пырса, таҫта хӑямата ҫитиех улӑхса кайнӑ пек курӑнса тӑраҫҫӗ. Салтаксенчен пӗри хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ: — Ваше первосвященство! Ун умӗнче хӗрлӗ юхӑм евӗрлӗ ковёр сарӑлса выртать, чулсем ҫинче роза чечекӗсем юн тумламӗсем пек сапаланса выртаҫҫӗ. …Ырӑ турӑ! — Никама та каламасси пирки иккӗленмесен те пултаратӑр. — Ларар… — Паллах ӗнтӗ, шӑл ҫук, ватлӑха пула пилӗк ыратать, вӑл та ку… сывлӑш пӳлӗнет, тата ытти ҫавнашкалли унта… Ку тӗлӗшпе эсӗ нимӗн те ӑнланмастӑн! Стайка ӑсран каясса ҫитрӗ. Вӑл Стефчов ҫине те, кӗтӳ ачи ҫине те сиксех ӳкесшӗнччӗ, — унпа танлаштарас пулсан; лешсем ама ӑмӑрт кайӑк умӗнчи чӑхсем пек курӑнчӗҫ — ҫапах та сиксе ӳкмесӗр чарӑнса тӑчӗ. Рада ӑна хӑвӑртрах хӑй патне пымашкӑн алӑ сулса чӗнетчӗ. Ну, ара, ҫӗр ыйтӑвӗ тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ-ха вӗсем… Ну, земельниксем тетчӗҫ-и ҫав? Том ятсӑр ҫырусем ҫырать Ирхине эпир, хулана кайса, пралукран тунӑ йӗкехӳре таппи туянса килтӗмӗр те ҫак чӗрчунсем тухса ҫӳрекен чи пысӑк шӑтӑка уҫса хутӑмӑр, пӗрер сехетрен пирӗн вун-пилӗк йӗкехӳрене яхӑн пулчӗ те — мӗнлерех самӑррисем лекрӗҫ-ха тата! Ледков пире Заполярьере епле хапӑл туса кӗтсе илни каламасӑр та паллӑ ӗнтӗ (ӑна эпӗ кашт ҫеҫ астӑваттӑмччӗ, унӑн ҫирӗп те тулли сӑн-пичӗ чулпа сӑрса тунӑ пек, мӑйӑхне китайла шӑртласа кастарнӑ, хӑй вӑл ватӑ мар-ха, пире кӗтсе илсе окрисполком крыльци ҫинче тӑра парать). Негоро карапа Африка ҫыранӗ патне илсе ҫитернине, унпа пӗркаварлӑ Гаррис пире Анголӑна шала ертсе кӗнине ватӑ Томпа иксӗмӗр ҫеҫ пӗлетпӗр». Ромашов кравать ҫинчен яштах сиксе тӑчӗ те чӳрече патне ыткӑнса пычӗ. Алексей ӑна ҫав тери уҫӑмлӑн курчӗ, хӗр чӑнах та ун умнех тухса тӑнӑ пек пулчӗ. Алексей ӑна ҫакӑн пек нихҫан та курманччӗ-ха. Вӑрансан, Яков Лукич нумайччен вырӑн ҫинчен анмарӗ, анранӑ ҫын евӗр, тӗлсӗр куҫӗсемпе шикленсе пӑхса ларчӗ. Ҫӗнӗ ҫын ӑнран кайнӑ пек курӑнать. Анчах носилкӑна урайне лартсанах чирлӗ ҫын куҫӗсене уҫрӗ, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те палата ӑшчикне интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ, темшӗн Степан Ивановича куҫ хӗсрӗ, — пурнӑҫсем мӗнлерех пыраҫҫӗ, аптрамалла мар-и? — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, — унтан хулӑн сасӑпа ӳсӗрсе илчӗ. — Эсӗ чарӑнса ан тӑр! Ҫивӗч калатӑр! Хӑйӗн какаоне сыпкаласа ларакан Павел Петрович сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ. Кимме ҫыран хӗррине тӑратрӑм та, хам вара ҫӑл шывӗ юхса выртакан ҫырма хӗрринчи чул хыҫне пытантӑм. Марина унӑн ҫи-пуҫне ҫуса тасатрӗ, ҫӗлемеллине ҫӗлесе пачӗ, сапламаллине сапларӗ, Демид ӗҫчен пулнишӗн ҫавӑннипе кӳршӗ хӗрарӑмӗсем умӗнче мухтанса та пӗтереймест: — Ийя ҫав, хӗрарӑмсем, хуҫалӑхра питех те юрарӗ вӑл мана. — Эсир вӗсене шыратӑр-и? Акӑ мӗншӗн эпӗ Аверьяна вӗчӗ тытатӑп. «Ну, хӑть ҫӑпата туянма паринччӗ: эсӗ унпа сунара ҫӳретӗн вӗт; кашни кун пӗрер мӑшӑр ҫӗтӗлсе тухать пуль». Амӑшӗ Егорӑн аллине асӑрханса тытрӗ те, сывламан пек пулса, ӑна питӗнчен пӑхрӗ. Ҫакнашкал туслашрӑм пулин те, эпӗ хамӑн чӑн-чӑн туйӑмсемпе-туртӑмсене Нехлюдовсен пӗтӗм ҫемйинчен, уйрӑмах Варенькӑран пытарассине ман умри чи пирвайхи тивӗҫ тесе шутларӑм; хама чӑннипе епле пулнӑ пек мар, пачах урӑхла йышши йӗкӗт пек, унтан та ытларах, чӑн пурнӑҫра сайра тӗл пулакан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшрӑм. Вӑл пӳлӗнсе ларчӗ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чӗтрет. — Куҫсем нимех те мар: куҫ тӗсне эпӗ белладоннӑпа та урӑхлатма пултаратӑп. Назанский пӳлӗмӗ Ромашовӑннинчен те чухӑнтарахчӗ. Бурмин тухса кайнӑ, вӑл тухсанах карчӑк сӑхсӑхса илнӗ, ӗҫ тен паянах та пулса тӑрӗ-и, тесе шухӑшланӑ. Манӑн тӳсме ҫук кулас килет: усал та кахал Виктор ула такка майлӑ туйӑнать, ҫавнашкалах ула та пысӑк сӑмсаллӑскер, ҫавнашкалах кутӑн та тӑнсӑрскер вӑл. Ку ҫырӑва акӑ… — Ӑнлантарма ирӗк парсамӑр мана, тархасшӑн, — терӗ хайхи пӗчӗк старик. Вӗсем ӗнтӗ хӑмаран тунӑ тӗссӗр стенасемлӗ пӗчӗк пӳлӗмре пулнӑ, унта тӗкӗрпе тӑракан пысӑках мар сӗтелсӗр, табуреткӑсӑр тата кӗтессене ҫакса тултарнӑ сӗтӗк-ҫатӑксӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулман, лампа е ҫурта вырӑнне стена ҫумне ҫапса лартнӑ трубочка ӑшӗнче хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шарса тӑнӑ. Эпӗ король майрин сылтӑм алли ҫинче ӳпне выртаттӑм та, король мана сплекнок тесе шутларӗ пулас. Эпӗ никама та шанмастӑп. Дик самантлӑха ватӑ Том умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ку хутра эпӗ сиртен аслӑрах, ниҫталла та ҫавӑрмастӑп. — Ахалех. Юнашар ҫутӑ пӳлӗмрен каҫхи апат тӑвакан виҫӗ ҫамрӑк ҫын сасси илтӗнет. Вӗсем каҫхи апатпа эрех юлашкисем сапаланса выртакан сӗтел умӗнче лараҫҫӗ. Ҫак халӑхӑн ӑс-тӑн интересӗсем пит ансӑр. Кунта морале, историе, поэзие Тата математикӑна анчах вӗренеҫҫӗ. Жухрай кулса ячӗ, хӑйӗн туртӑнса тӑракан ярӑмлӑ кӗпе тӑхӑннӑ сарлака кӑкӑрне шӳтле ҫапса каларӗ: — Ку паллӑ, шӑллӑм. — Эпӗ, акӑ, ҫамрӑк чух вулама пӗлеттӗм, анчах манса кайнӑ… Пирӗн патра — йывӑр. Шут шӑрҫи урайне персе анчӗ, чернил кӗленчи тӳнсе кайрӗ. Тата вӑл питӗ ерипен ҫӳренипе Юпитера ҫӗр ҫул хушшинче те утса тухма пултарайман пулӗччӗ! Мӗн ку? — тесе ыйтатчӗ вӑл, тӗтӗмне кӑларса; унӑн кӑкӑрӗнче вутпуҫҫисем чӑшлатнӑ пек илтӗнетчӗ. Эпӗ унӑн юлташӗсем юлнах пулӗ, тетӗп. Мана тавӑрас тесе, вӗсем мӗнле те пулин ирсӗр ӗҫ ан туччӑр. Тарас хӑй асӑрхануллӑ пулманнине курчӗ, анчах унӑн тӳрккес кӑмӑлӗпе тарӑхӑвӗ ӑна тунӑ йӑнӑша тӳрлетесси ҫинчен шухӑшлама памарӗҫ. Эпӗ чи малтан хама хам шеллесе пӑрахрӑм — ун пек чухне яланах ҫак туйӑм пулать. Салтак сассисем лашасем хартлатса илни, пуртӑпа йывӑҫ касни илтӗнет тата чакаксем чаклатаҫҫӗ, — кусем ӗнтӗ пурте кӗркунне ҫинчен хыпар сараҫҫӗ. — Итле ҫав. — Леҫник хӗрӗ-и эсӗ? — Эпир, господин проводник, ӑҫта каяс килнӗ, ҫавӑнта каятпӑр, пӗр ҫавӑнта кӑна. Старик хӑй ҫине пӑхманнине кура, Воропаев унӑн илемлӗ кӗлеткине пӑхса сӑнама тытӑнчӗ. Юлашки хут курнӑранпа вӑл нимӗн чухлӗ те улшӑнман. Ромашка темӗнччен алӑк патӗнчех чарӑнса тӑчӗ, — капӑрланчӗ пулас, — унтан вара пирӗн пата кӗчӗ те, эп кунта иккенне курсан ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ. Кам ҫак ӗҫе чеерех те ҫыпӑҫулӑрах тума пултарасси ҫинчен тавлашрӗҫ-тавлашрӗҫ те, юлашкинчен, ҫак ӗҫе Антон Прокофьевич Голопуза хушас тесе пурте килӗшсе татӑлчӗҫ. Амӑшӗ, хӑйӑр тӗми ҫумӗпе иртекен ҫулпа пырса, аллине ҫамки патне тытса, ывӑлӗ ҫине пӑхать пек. — Женька, ан кансӗрле! — Вӑл манӑн отличный моряк, — терӗ повар, унтан кӗсьинчен сахӑр катӑкӗсем кӑларса попугая хӑна турӗ. Попугай клетка хуллисене сӑмсипе шаккать тата киревсӗр сӑмахсемпе вӑрҫать. Пирӗн пуҫ ҫийӗпе ҫаплах пылчӑк пек ҫӑра хура пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ. Ман алӑсенчен вӗҫерӗнеймӗн! — кӑшкӑрчӗ вӑл, тапӑҫланса. Кунта ҫаплах лӑпкӑ мар. Бомбӑсем ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ, тавралӑха ҫутата-ҫутата, кисрете-кисрете илеҫҫӗ. Андрей Петрович, тен, унран ытларах пӗлет пулӗ, ӑслӑрах та пулӗ… Анчах савӑнма иртерех пулнӑ-мӗн… Хӑйӗн шанчӑклӑ тусӗ Макар Нагульнов ҫур сехет каярах пӗр качча Ҫӑрттан карчӑкӗ патне янине, ӑна халех шкула килсе, старике кирек мӗнле сӑлтавпа та пулин киле илсе кайма хытӑ хушнине старик пӗлмен ҫав. Мӗн чухлӗ илме кӑмӑлу пур уншӑн? — ыйтрӗ Оленин. Пӗчӗк повар, купаланӑ вутӑ пуленкисем ҫине улӑхса выртса, чӗнмесӗр ларакан Павка ҫине пӑхрӗ. Пӗр ик-виҫ уйӑх ирттӗр-ха, вара эсир вӗсем кунта мӗн чухлӗ пулнине курӑр. Капӑр автобуссен чӳречисенчен хӗвелпе пиҫнӗ, пӑлхануллӑ сӑнсем пӑхаҫҫӗ. Унӑн: «Сыв пулӑр, вӗрентекен», — тесе каласси килетчӗ, анчах вӑл хӑй сӑмахӗсенчен вӑтанчӗ, ҫавӑнпа шӳтленӗ пек кӑна хушса хучӗ: — Мӗншӗн — сыв пулӑр? Унӑн хура куҫӗсенче тарӑн шухӑш палӑрать, анчах халӗ вӗсем тӑрӑхласа кулнӑ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. Куҫне тата кӑшт уҫрӗ те ҫавӑнтах хупрӗ: ун умӗнче пысӑк та ырхан, ҫаралса пӗтнӗ ҫӑмлӑ упа кайри урисем ҫинче ларать. Савман упӑшки сиввӗн чуптунине хӗр туйса илчӗ, таврари ҫынсем хӑйсене савӑнӑҫлӑн ырӑ суннине илтрӗ, ҫапах та хӑйӗн пурнӑҫӗ ӗмӗрлӗх тӑлланса ларнине, Дубровский ӑна хӑтарма вӗҫсе ҫитейменнине ӗненмерӗ. Вӑл лӑп вӑхӑтра, ягуар тапса сикме хатӗрленнӗ тапхӑрта пырса ҫитнӗ. Аялта, ҫӗмӗрсе, шӑтарса пӗтернӗ, тӗмескеллӗ ҫӗр ҫинче, темиҫе вырӑнта бензин кӑвайчӗсем йӑсӑрланса ҫуннӑ. Вӗсен йывӑр тӗтӗмӗ ҫилсӗр сывлӑшра юпасем пек тӳррӗн мӑкӑрланса ҫӳлелле хӑпарнӑ. Сентябрӗн 14-мӗшӗнче 0 сехет те 2 минут та 24 секундра ракета Уйӑх ҫине ҫитсе ӳкнӗ. Штабс-капитан тӗшмӗше ӗненекен ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ӗҫ умӗн хӗрарӑмсемпе ҫӳренӗшӗн пысӑк ҫылӑх пулать тесе шутланӑ, анчах хальхинче вӑл хӑйне хӑй юриех хӗрарӑмшӑн пӗтсех каякан этемле тыткаларӗ, вӑл ун пек этем иккенне Гальцин князь та, Калугин та ӗненмерӗҫ пулас, пуринчен ытла ку хӗрлӗ тутӑрлӑ хӗре тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен вӑл штабс-капитан хӑйсен чӳречи умӗпе иртсе пынӑ чух хӗреле-хӗреле кайнине пӗр хут кӑна мар асӑрханӑ. Унпа юнашар тӑрса, амӑшӗ ӑшӑ та кӑмӑллӑ ҫутӑпа ҫутӑлнӑ куҫа курчӗ. Иртнӗ ҫу эпӗ хамӑн юлташӑмсенчен ютшӑнакан пултӑм, ҫынран хам катӑк пулни мана пӗтӗмпех ҫыхса лартрӗ. Вӑл туземецсемпе пӗрлешсе кайса вӗсен пурӑнӑҫне, йӑлисемпе кӑмӑлӗсене питӗ аван ҫырса кӑтартнӑ. Килхушшинелле пӑхсан та, тӑман тата вӑйланса кайни паллӑ пулнӑ. Вӑл сире кӳрентерес мар тесе ҫеҫ курасшӑн, ку тӗлӗшпе иккӗленмелли ҫук. Тискер ҫынсем пурте ӳсӗр пулнӑ, эпӗ вӑхӑтра пырса ҫитеймен пулсан, ӑна вӗсен аллинчен вӗҫерӗнме йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Ку вӑл ватӑ Кейро, ырӑ хула, эпӗ пӗлетӗп! — Кирек мӗнле чипер ӑслӑ ҫын та ултӑ зарядлӑ револьверпа ҫырлахмалла. — Ази, — терӗ Толине, — вӑл питӗ пысӑк ҫӗр. Ҫапла вара, ҫӗр процента ҫитеричченех хӑвала. — Юратнӑ хӗрӗм, — терӗ ӑна хирӗҫ Элен, — эпир ӑна тивӗҫлӗ те мар: пирӗн вырӑнта кирек кам пулсан та ҫавӑн пекех тунӑ пулӗччӗ. Чӗрчунсен тӗнчи вара нумай чухӑнтарах. Айлӑмра эму текен чӗрчунсем темиҫен ҫӳреҫҫӗ, анчах вӗсем патне пӑшал персе ямаллах ҫывхарса ҫитме пулмарӗ. Вучахри кӑвайт ҫирӗм хут сӳнейменни Вильсонпа Мюльреди ҫумӑр шывӗпе паттӑрланса кӗрешнинчен анчах килчӗ. — Икҫӗр вунӑ тонна. Хамӑр тӑват-пилӗк утӑмра ҫатмана вӑрӑм аврипе тытса лартӑмӑр. Манӑн чирлеме вӑхӑт ҫук. Тепӗр чухне ҫав хӳшӗсем вӑрман туллиех ларнӑ. Эпӗ нимӗн те каламарӑм. Урапине унӑнне пир карнӑ, икӗ аяккине те шултра саспаллисемпе: «Салун» тесе ҫырса хунӑ, унтан кӑшт аяларах тата вӗтӗ саспаллисемпе «Бренди, виски, джин» тесе ҫырни курӑнать. — Ачасем, — терӗ вӑл, — паян нумай ӗҫлеме тиврӗ, пурсӑмӑр та эпир питӗ ывӑнтӑмӑр. Ун ҫинчен вӑл амӑшне ним те пӗлтермерӗ. Хам та ун чухне тӗттӗм ҫӗрлерен те тӗттӗмрех пулнӑ-ҫке-ха, мӗн тусан мӗн пулассине те, ӑҫта ҫитсе тухассине те пӗлмен». Хирӗҫ тӑма та кая юлтӑм, урӑх мана никам та итлес ҫук, терӗм. — Манӑн укҫа пур, — терӗ вӑл Оленина французла. Степан Дятлов, хырӑмӗнчен аманнӑскер, типсе те саралса кайнӑскер, сайра, пӗр сасӑсӑр сывлать, путӑк куҫӗсене хупса ним чӗнмесӗр выртать. — Манӑн ята вара ҫырма пӗлейместӗн, — тетӗп. — Санран начар мар пӗлетӗп, — тет вӑл. — Таса хӗр! — Вазуза инҫетре-и вӑл? — ыйтрӗ Юргин. — Эпӗ ӑна пӗрре ҫӑтмалӑх кӑна паратӑп, хуралти салтака унпа улталаймӑн, — терӗ врач, кулса ярасран аран тӳссе. Тунтикун ирхине, ҫывӑрса тӑрсан, Том хӑйне хӑй питӗ телейсӗр туйрӗ. Ҫур ҫӗр иртнӗ пулмалла. Казак курокне иккӗмӗш взвод ҫине лартрӗ те: «ашшӗне, ывӑлне» тесе илчӗ. Курок чанклатнӑ хыҫҫӑн, ура сассисем шӑпланчӗҫ. — Кил кунта, вилкӑсем тасатма пулӑш, — илтӗнчӗ Павкӑна чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан ҫамрӑках мар пӗр хӗрарӑм сасси. Умрихин ӑна питӗнчен пӑхса илчӗ. Йӑнӑшмарӑм мӗн. Часах эпӗ инҫетре ҫын сассине илтрӗм, вӑл ҫывхарнӑ майӑн хытӑрах илтӗнет. — Малтанхи пӑлхав 1845 ҫулта пулса иртнӗ. Амӑшне унӑн пӗр алли хӗрлӗ пек туйӑнчӗ. — Манӑн киле каймалла. Ҫав вӑхӑтра манӑн пуҫ ӗҫлеме пуҫларӗ, чӗреме пӑртак ӗмӗт те пырса кӗчӗ. Ардальон — ҫӑлӑнса тухаймарӗ. — Ну мӗнле, лоцман, тӑвӑл лӑпланчӗ пулас? — терӗ капитан. — Пӗлетпӗр. Аванмарлӑха мӗнле те пулин сирсе яма тӑрӑшса, Разметнов унран: — Глухов юлташ, ӑнлантарса пар-ха мана: выльӑх сутӑн илес ӗҫ мӗнле? Пӗррехинче кӗркунне, тырӑсем вырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӗвел питтинче ылтӑн ҫипсем евӗр ялкӑшса уйра эрешмен картисем вӗҫнӗ вӑхӑтри ҫуллахи пек юлашки ӑшӑ кун, Попельскисем пӗтӗм ҫемйипех Ставрученкосем патне тухса кайрӗҫ. — Инҫе — нимӗн те калаймӑн. — Вӑл ӗнертенпе кӑна лармасть вӗт. Ҫӗр айӗнчи вутсем аскӑннине вӑл халиччен тӳскеленӗ пулмалла, — эпир кунта пурӑниччен вӑл вӗсене татах та тӳсӗ-ха! Лиза Алексейӗн кӑмӑлне килнӗҫемӗн килсе пынӑ. Анчах та Катя тӳсеймерӗ. Ҫук, суятӑн! Эп ӑна пӗрин патне ятӑм-ха. Сылтӑмра ҫул тӑрӑх таҫта ҫитиех лавсем курӑнаҫҫӗ вӗсем тавра темле ҫынсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ. Аким унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ. Середа юлхавлӑн ҫавӑрӑнса ларчӗ. Наташа малтанах кулчӗ, анчах кайран сасартӑк шӑпланчӗ те, шухӑша кайса, хуллен кӑна каласа хучӗ: — Манӑн няня пурччӗ, — сирӗн пекех ырӑ кӑмӑллӑччӗ! Пӑван каласа панине Галли пӗчӗкҫӗ ача халап итленӗ пек, хавхалансах итлерӗ, ӑна яланах ыйтусем парса пычӗ. Алӑка сасартӑк хыттӑн кӗрӗслеттерчӗҫ, ватӑ ҫынсен ӳчӗсем ҫӳҫенсе кайрӗҫ. — Гамлетӑнне мӗскер? Кирек камӑн та сехрине хӑпартма пултаракан ҫакӑн пек тепӗр ӗҫ ӗлӗкрех пулнине те аса илтӗм. Унӑн пит-куҫӗ кӑвакарса кайнӑ, куҫӗсем хӑраса хӑвӑрт мӑчлатаҫҫӗ, янах шӑмми чӗтрет, унӑн пысӑк та ӑслӑ кӗлетки хӑранипе туртӑна-туртӑна илет. Мӑнакка та аван-ҫке: пӗрре унӑн хура ҫип пулать, тепре — шурӑ. Эсӗ лар, ӑслӑ сӑмахсене лӑпкӑн итле, астуса юл вӗсене, пурнӑҫра кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем сана. Дефорж кесьерен пӗчӗк пистолет кӑларать те, ӑна выҫӑ упан хӑлхи ӑшнех чиксе, персе ярать. Ну, каяш юлашкисем юлсан та, пурпӗрех пӗтмеҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем? Кун хыҫҫӑн Гобсон мистер хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ — сумлӑн сӑмах пуҫларӗ вӑл, анчах пӗр-ик сӑмах ҫеҫ калама ӗлкӗрчӗ, путвалта хӑрушла хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ; ку никам та мар, йыта кӑна пулнӑ иккен, вӑл ҫав тери вӑйлӑ шав кӑларнӑ пирки пасторӑн калаҫма чарӑнма лекрӗ, шав лӑпланасса вӑл тупӑк умӗнчех кӗтсе тӑчӗ, унсӑрӑн пачах нимӗн те, ху калаҫнине те, илтме ҫук. — Роберт! — тесе вӑл ӳкнӗ вырӑна кӑшкӑрса пычӗ Гленарван. Юлташӗсем ун хыҫӗнчен чупрӗҫ. Кондор вилнӗ. Вара вӑл Тихона хушрӗ: — Пулӑш-ха, ҫӗкле ман урасене! Сирӗн ҫулӑр пӳлӗннӗ. — Эпӗ, Тонечка, тараканнине палласа илсен, тӗлӗнсех кайрӑм. — Ман пичче ухутана йытӑсемпе ҫӳретчӗ, — терӗ вӑл малалла. Каютӑна кӗрсен старик каялла ҫаврӑнчӗ те сассине пусарса ҫапла каларӗ: — Ҫак вӑрттӑнлӑха никама та пӗлтерме юраманнине, господа, эсир лайӑх пӗлме кирлӗ. Ҫапла вара, мана хулана илсе ҫӳремен пулсан та, темиҫе эрне хушшинче юнкунсӑр пуҫне (юнкун — вӗсен вырсарникунӗ) пӗртте канса кураймарӑм. — Тархасшӑн, — терӗ вӑл чӑн-чӑн кадетла, хӑйӑлтатакан сасӑпа. Вӑл куракан халӑха унӑн укҫишӗн мӗн те пулсан пама пултарать-и? — Сире шанатӑп та эпӗ, Айртон, — терӗ ӑна Гленарван. — Эпе сире ытлашши тӳрре тухнӑ пек сисетӗп, — терӗ кулкаласа Элен. — арпашса кайни сире килӗшерех парать. Виҫӗ сехет аннӑ хыҫӑн та шӑтӑк тӗпне кураймарӑм. — Хам та пит лайӑх, — терӗ вӑл, хӑй ӑссӗн калаҫнӑ евӗр, — питех кирлӗ пуль ӑна калама. Киле каяс килет. Хӑлхасӑр-чӗлхесӗр пулатӑн. Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм, ӑна шухӑшпа курма тӑрӑшрӑм — ҫав хушӑрах — Ун лӑпкӑ тутинчен эп илтрӗм вилӗм хыпарне, Ӑна эп лӑпкӑн ҫеҫ тӑнларӑм…тени янӑрарӗ ман хӑлхамра. — Анчах та пулма пултарать-ҫке-ха? Хӑйӗн шухӑшӗсен вылявне вӑл вӑйлатса ячӗ те, Джексон утравӗ вара калама та ҫук инҫетелле кайса ларчӗ. Том «хӑйӗн Тӑван ҫӗршывӗ ҫине пӗтӗм чӗререн хуйхӑрса, ҫав вӑхӑтрах тата савӑнса юлашки хут пӑхса илчӗ». Мюльредине майор вӑрӑ-хурахсенчен иртсессӗнех лашана упрасарах тыткалама хушрӗ. Кун хыҫӗнчен ирхи апат пуҫланчӗ, ыранхи кун ҫинчен те шухӑшлас пулать тесе, апатне питӗ пӗчӗккӗн пайларӗҫ: мӗншӗн тесен икӗ енчен те вашмӑкланса килекен тӳремлӗхре пулса тӑнӑ тем пысӑкӑш бассейн вӗсем ӗмӗтленсе тӑнинчен майӗпенрех пушанма пултарӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем те питӗ сахал. Тискер Иманус хӑй хӗлхемсен тӑвӑлӗпе пӗрле ҫаврӑнса ҫӳресе, вут-ҫулӑмӑн вилӗм кӳрекен пурнӑҫӗпе пурӑннӑн туйӑнать. Ун чухне час-часах ҫӗр сийӗ аяла анса кайнипе тӑпрасен пӗр пайӗ ҫӗнӗрен пулнӑ хӑвӑл тӗпне те тӑрса юлма пултарнӑ. Ҫамрӑк ачапа тусем хушшинче темӗнле вӑрттӑн тӑванлӑх пур пек туйӑннӑ ӑна. Мересьев кровать ҫумӗнче выртакан хӑйӗн ҫак ҫӗнӗ урисем ҫине пӑхса выртрӗ. Вӗсем ҫине вӑл мӗн тери ытларах пӑхрӗ — вӗсем ӑна ҫав тери ытларах кӑмӑла кайрӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене чӑнах та аван тунӑ пулнӑ: тирпейлӗ, хитре, ҫӑмӑл… Вӑл ҫаврӑнса тӑчӗ. Каҫалапа ҫанталӑк ӑмӑрланчӗ: ҫумӑр ҫӑвасшӑн пулас; пӗлӗт хӗрринче ҫутӑсем вӗлт-вӗлт йӑлкӑшаҫҫӗ, ҫулҫӑсем ҫатӑлтатаҫҫӗ — тӳрех паллӑ: аслатиллӗ ҫумӑр пулмалла. Ну, кӗсре, малалла каяр! Яхно пухура чухнехи пек мар, ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫса ларнӑ чухнехи пек калаҫма тӑрӑшса, малалла ҫапла каларӗ: — Ҫапла ӗнтӗ, ҫанталӑк мӗн чухлӗ япӑхрах — пирӗншӗн вӑл ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. Иван Павлович (ҫапла чӗнеттӗмӗр эпир Кораблева) пӗтӗм лайӑх рольсене шанчӑксӑр ачасене пани пӑртак вырӑнсӑртарах пек тухатчӗ. Килнӗ ҫын «Ньо-Йорк геральд» хаҫат репортерӗ Стэнли американец пулнӑ. Ҫав хаҫат директорӗ Беннет мистер ӑна Африкӑна Дэвид Ливингстона шырама янӑ иккен. Алвиш именийӗ Бенедикт ученӑйшӑн чылай пысӑк пулчӗ пулсан, пӗчӗк Джекшӑн вара вӑл акӑш-макӑш пысӑк пулчӗ, ӑна пур ҫӗрте те чупса ҫӳреме ирӗк пачӗҫ. «Пампассем» тенӗ сӑмах Арауканинчен пуҫланса кайнӑ, вӑл «курӑкпа витӗннӗ ҫеҫенхир» тени пулать. Пӳрте кӗрсенех аскӑн ывӑл историне кӑтартакан картинӑна палларӑм, сӗтелпе кровать ӗлӗкхи вырӑнтах лараҫҫӗ; анчах чӳречесем ҫинче ӗнтӗ чечексем ҫук, пӗтӗм пӳрт ӑшӗ кивелнӗн те тирпейсӗррӗн туйӑнать. Унӑн лапсӑркка ҫӗлӗкӗ айӗнчен икӗ хӗсӗк куҫ арестленӗ ҫыннӑн ӗнси ҫине шӑтарас пек витӗр пӑхса пыраҫҫӗ. — Ӑна ан вӗлер, — терӗ Рене-Жан. Хӑйне хӑй, вӗсем чикӗрен тухсах калаҫман, тесе лӑплантарнӑ, капла выляни нимӗнех те пӗлтермест тенӗ, анчах ҫапах та унӑн чӗри пуҫне итлемесӗр йӑшканӑ. Роберт та пӑртакках ҫирӗ. Игнат, шухӑша кайса, нумайччен чӗнмен, вӑл, пуҫне усса, ним хускалмасӑр ларнӑ. Ку гипотеза тӗрӗс те пек туйӑнать, мӗншӗн тесен крушенипе ҫур кӗпер анчах аманнӑ, тепӗр ҫур кӗпере ҫыранӑн тепӗр енче сӑнчӑрсемпе тӗрӗсех ҫакӑнса тӑрать. — Кӑм-ха вӑл? — Эп урӑх пӗр сӑмах та каламастӑп… тупата туршӑн! — Аллисем хӑрса ларасчӗ, йӗксӗксен, чӑнах та! Люба, пукан хыҫӗ ҫине сулӑнса, ҫурма сасӑпа:— Атте… — тесе янӑ. Джим — хӗвелтухӑҫ енне. Анчах ун чух вӑл ӳксессӗн те ҫийӗнчех сиксе тӑнӑ. Хӑй чӗнмесӗр тӑнине Воропаев асӑрханине сисрӗ те, Лена асаплӑн кулса илчӗ. — «Тен» мар, «тем тесен те» тесе кала! — кӑшкӑрсах ячӗ Гаррис. Утасса та вӑл хӑйӗн усӑк хулпуҫҫийӗсене вылянтарса, хӑйне кам та пулин хыҫалтан кӗҫех пырса чӑмӑртасса, хӗрӗнни евӗр ансӑр хулпуҫҫисенчен ыталаса илессе кӗтнӗ пекех утать. Сире, Риварес, эпӗ тата икӗ-виҫӗ ыйту парасшӑнччӗ те, анчах хула хапхи патне кайнӑ чухне, ҫул ҫинче калаҫӑпӑр. Ҫывӑхри ҫапӑҫу кӗрлевӗ ҫак упана кӗркуннех, хӗл ыйхинчен вӑратса, хӑй шӑтӑкӗнчен хуса кӑларнӑ пулнӑ. Ака халь ӗнтӗ вӑл, выҫӑ та хаярскер, ниҫта та канӑҫ тупаймасӑр вӑрман тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет. — Эпир сире паҫӑртанпах, ирхинеренпех кӗтетпӗр, — кулса ячӗ Любишкин, Давыдов аллине хӑйӗн тӗреклӗ аллипе ывӑҫласа илсе. Ҫак этемпе, манран пуҫне ыттисемшӗн пуриншӗн те усал та хӑрушӑскерпе, уйӑрӑлнӑ чухне, манӑн мӗнле сисӗм-туйӑмсем пулни ҫинчен каласа пама та пӗлейместӗп. — Ҫуратаймасть пулмалла, — терӗ Петр шӑллӗне. — Vorwarts! — Лайӑх. — Ҫапла ӗнтӗ… Вӑл каччӑ майне аллисемпе ҫатӑр яваласа тытрӗ те нӳрлӗрех вӗри ҫӑварӗпе ун тути ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, шӑлӗсене ҫыртнӑскер, хӗрӳллӗх хастарлӑхӗпе нӑйкӑшса, пӗтӗм кӗлеткипе, ураран пуҫласа кӑкӑр таранах, ун ҫумне хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртанса ларчӗ. Вӑл Пантелей патне пычӗ те унпа юнашар турта ҫине ларчӗ. Фома рубкӑра кӗтесри диван ҫинче ларнӑ. Чи малтанхи хут пӑхсах вӑл мана питӗ кӑмӑла каймарӗ. «Шуйттан илсе килчӗ мана ҫакӑнта! — салхуллӑн шухӑшларӗ Ерофей Кузьмич. Хӑш-пӗр ҫӗрте вӑрман шыв хӗрринченех ӳсет. — Телейлӗ турӑн эсӗ мана! — кӑшкӑрчӗ Гаврила, Челкаш аллине тытса, унпала хӑйӗн питне тӗке-тӗке. Вӑл сире каҫаратех ӗнтӗ, турӑ наказани патӑр мана! Пӗлетӗп эпӗ вӑл нимӗҫсене… Мӗнле лайӑх живопись! Куҫа йӑмӑхтарса ярать; тин ҫеҫ биржӑран илнӗскерсем, сӑрланӑ лакӗсем те типсе ҫитеймен-ха. Ҫапла ӳкни ӑна вилӗмрен хӑтарчӗ. — Енчен те эпӗ каяймасан, вӗсем мана хӑйсемпе пӗрле илсе кайсан, ҫакна эпӗ сире пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ тейӗр, ман хута кӗрӗр. — Неушлӗ Морис-мустангер ҫумне хушать вара? Лена чарса тӑчӗ пулин те, Аннушка Ступина та вӗсемпе пӗрлех кайма шутларӗ. — Атьӑр ӗнтӗ апата, атьӑр, — терӗ те кил хуҫи арӑмӗ хурлӑхлӑ сассипе, пурте столовӑйне кайрӗҫ. «Ева вӑл — турра улталанӑ» тенине эпӗ уйрӑмӑнах асра тытса юлтӑм. Ача пысӑк та йывӑр пулнӑ, анчах пилӗк уйӑхранах сӗрӗм тивнипе вилсе кайрӗ, унпа пӗрлех сӗрӗм тивнипе амӑшӗ те кӑштах вилсе каймарӗ. Сиртен тахӑшӗ чукмара тыткалама пӗлет. Эпӗ хама хамах ҫакнашкал ӑраскал аллине тӑратса хӑвартӑм-ҫке. Ҫак хушӑрах бухтӑна каҫхи тӗттӗм хупласа илчӗ. Хӗвелӗн юлашки ҫуттисем вӑрманти хушӑксем витӗр тухса ҫап-ҫутӑ ҫутатаҫҫӗ, ҫӗмрӗк карапӑн чечексемпе хупланнӑ ҫийӗ ҫинче хаклӑ йышши чулсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. Малтан ун куҫӗнче ялтӑркка хӗлхемсем, унтан асамат кӗперӗсем, юлашкинчен тӗксӗм пӑнчӑсем выляса илчӗҫ; вӑл каллех васкаса чӑмрӗ, шыв айӗнче куҫне уҫрӗ, унта темле тӗксӗм симӗс тӗссем курчӗ — уйӑхлӑ каҫ пӗлӗт ҫавӑн тӗслӗ пулать. Caramba! Халӗ те мана тӗттӗм коридорта ӑна ҫавӑн чухнехи асран кайми каҫхинехи пек курассӑн туйӑнчӗ:«Саня, эсӗ-и ку?» тесе ыйтассӑн туйӑнчӗ. Яшӑпа юнашар, пылчӑк ҫинче, платник пуртти, ҫӳхе пуртӑ выртать. — Дуэль вӑл гвардире лайӑх — тӗрлӗрен унта ӗҫсӗр ҫапкаланчӑксемпе фигель-мигельсемшӗн, — тӳрккессӗн калаҫрӗ Арчаковский, — пирӗн вара… Леш пӑлхав тунӑ ҫӗрте-и? Хӑйсен улпутне курма хресченсем пухӑннӑ. Эпӗ Митьӑран ответ та илме ӗлкӗретӗп-ха. Пӗрисем килти шӑплӑха ӗмӗтленсе калаҫаҫҫӗ, теприсем тарӑхса, ывӑнса ҫитни ҫинчен кӑшкӑраҫҫӗ. Сасси Кольхаун тӑнӑ вырӑн тӗлӗнче тенӗпе пӗрех, аялта илтӗнсе кайнӑ. «Ӗнтӗ каять», шухӑшларӗ Феничка; анчах вӑл каймарӗ. Куҫҫуль тухиччен тавлашаҫҫӗ. Сиксе тӑтӑм та тухтӑр килне вӗҫтертӗм, анчах килӗнчисем: «Вӑл ҫӗрле чирлӗ ҫын патне кайрӗ те, халь те таврӑнмарӗ», — терӗҫ. Унтан вӑл, йӗкӗте хӑйӗн ҫумне пӑчӑртаса тытса, каллех каҫӑхса кайсах чуптӑва пуҫланӑ. Иртнӗ ҫул тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫинчи вут сыпписем ҫинче выртаттӑм эпӗ. — «Кам каларӗ сире кусем ман сӑмахсем тесе?» Ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ те кӗнекесенчен хӑрать. Курт Краузе шартах сикрӗ. — Шулӗк пулмасан мӗнле-ха тата, тусӑм! — тунмасӑрах калатчӗ Ефимушка, кулма тума юратман Петӗрӗ тата:— Вӑрланипе пурӑнатӑн та ҫав, ӗҫлесе тупни вӑл — турӑ валли те патна валли… — тетчӗ. Ача сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ, пуҫне чечек ҫыххи ӑшне чикрӗ те вал, мӗнпур вӑйран, крепость патнелле чупрӗ. Вӑл, ачам, чее япала… Ирхине атте ун пӳлӗмне кӗчӗ те унта вӑрахчен ларчӗ. Тумтир айне пуҫтарӑнса тӑнӑ пӳр шӑрши сӑмсана пырса ҫапрӗ. Хуҫа! — Малалла каймалла, — терӗ старик. — Эпӗ ҫывӑрма выртап, эсӗ ҫак мишука ман пуҫ айӗнчен кӑларса ан илччӗр тесе пӑхкаласа лар, — хушрӗ вӑл Егорушкӑна. — Лантенака хирӗҫ кӗрешекен экспедици отрячӗн командующийӗ патӗнче. Халӗ ун ҫинчен асӑнмӑпӑр, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫар. «Вӗсен малта пӗр-пӗтӗм кун-ха, — куҫӗсемпе ҫавсем хыҫҫӑн ӑмсануллӑн сӑнаса, шухӑшларӗ Ромашов, — ҫавӑнпа вӗсем хыпкаланмаҫҫӗ те ӗнтӗ. Ҫапла вара, ҫак хурт-кӑпшанкӑ туземецсене ытлӑ-ҫитлӗнех апат тупма май парать. — Вӑл вилнӗ-и халь? Эпӗ кӑна шӳтлесе калатӑп, ненько. Кун хыҫҫӑн Гленарван, майор, Роберт, Паганель тата Джон Мангльс карап ҫинчен анчӗҫ. Вӗсемпе уйӑрӑлнӑ чухне капитан хӑйӗн элес-мелес хӗрлӗ питне хупӑрласа тӑракан икерчӗ евӗр картусен козырёкӗ патне аллине те тытса юлмарӗ. Ирхи нӳрлӗ тӗтре витӗр станци енне васкаса утрӗҫ. Вӑл туппа хӑйне те тапӑнса пӑхкаларӗ. Окопра ларакансенчен нумайӑшӗ тупӑ пенине илтмесӗрех юлчӗҫ. Аван!.. Чӗрӗ туратсем, вутта лексе, мӗскӗннӗн, ӳпкевлӗн сас панӑ, шӑтӑртатнӑ, купӑс ҫав вӑхӑтра, чӑрсӑррӑн янӑратса, савӑнӑҫлӑ мелоди шӑрантарнӑ, юрлаканӑн фальцечӗ купӑсӑн шурӑ вылявне вӑй парса ҫӗклентернӗ. Полюсӗсем куҫнӑ? Чӗрӗ юлнисем ҫӑрапа питӗрсе илнӗ пекех лараҫҫӗ. Яков Лукич кӑштах тӑхтарӗ, унтан: «Мӗн пулать — мӗн килет!» тесе алӑка уҫрӗ. Ращан пӗр енчен тепӗр енне кӗрлесе каякан шавӗ хӗре хапӑлланӑ. Виҫ-тӑват сехет иртсен, яланхи пекех, кашни пӳлӗмре хӑйне уйрӑм пурнӑҫ пуҫланчӗ, вӑл пурнӑҫ кӳршӗ пӳлӗмри пек мар, вагонти хӑма ҫапса уйӑрнӑ пӳлӗмсем шухӑшсемпе туйӑмсене те уйӑрса тӑраҫҫӗ тейӗн ҫав. Артур мӑлатука аяккалла ывӑтса ячӗ. Директор — пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ килӗшӳсӗр ҫын. Эпӗ астӑватӑп-ха, атте таврӑнатчӗ вара хӗп-хӗрлӗ, пӗтӗмпе шыҫӑнса кайнӑ, ҫӗлӗксӗр, пурне те ҫухатса пӗтернӗ, таврӑнатчӗ те выртатчӗ. — Пулмасть ҫав вӗсен патӗнче. Халӗ эпӗ чупам-ха, икӗ ҫӗҫӗ тупса килем. Манол пичче унӑн суту-илӳре те тата ытти кирлӗ ӗҫсенчи тахҫанхи тусӗччӗ. Сайра ҫӑлтӑрсем тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра анасласа хӑйӗн хаяр асав шӑлне кӑтартнӑ Динго ҫинелле тӗллесе. Хуҫи Теткӑна аллипе ҫӗкленӗ те, ӑна Федор Тимофеич патне кӗрӗк айне чикнӗ. Ҫук, ку куҫа курӑнма пултарайман. Юлашкинчен, тӑшман амӑшӗ тухрӗ те Тома эсӗ киревсӗр ача, пӑсӑлнӑ, тӳрккес ача тесе пӗтерчӗ, ӑна аяккалла кайма хушрӗ. 3) Унтан тата Конституци проекчӗн иккӗмӗш сыпӑкне ҫӗнӗ статья хушас текен сӗнӳ пур, унӑн шухӑшӗ акӑ мӗнле: автономлӑ советлӑ социализмлӑ республикӑсем хуҫалӑхпа культурӑ ӳсӗмӗн тивӗҫлӗ ҫӳллӗшне ҫити хӑпарсан, союзлӑ советлӑ социализмлӑ республикӑна куҫарӑнма пултараҫҫӗ пулать. Уйӑхпала унӑн тӗлӗнсе каймалла ҫыхӑну пур, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ уйӑх чухне вӑл сивӗнсе каять те вӑйлӑрах ялкӑшать. Одеялне пӗр вӗҫӗнчен тытса сирсе пӑрахма хӑтланать вӑл, анчах ачи ҫав вӑхӑтра, ҫапкаланма пӑрахса, мӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран одеялне ярса тытать. Кунтан вӗсен Боровинӑна каймалла. Пӑхӑнаканнисем вара унӑн ҫак ҫиелтен курӑнакан енне кӑна, хӑйсене кӳрентерекен енне ҫеҫ кураҫҫӗ те, ун хыҫӗнче ӗнтӗ, пуринчен ытла тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ вӗсем ырри нимех те ҫук пулӗ тесе шутлаҫҫӗ. Пӗри те турткаланса-туса тӑмарӗҫ, пурте ӗмӗтсӗрленсе кайсах тин ҫеҫ пиҫнӗ какая ярса илчӗҫ. Жандармсем сӑлӑпа шутарса алӑка уҫрӗҫ те шала кӗрсе кайрӗҫ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫӗнӗ сулӑ тума каларӗ, сулли ҫине экспедицин мӗнпур ҫыннисем тата кирлӗ таран апат вырнаҫмалла пултӑр терӗ. Капитан панӑ сӗнӗве пӗр сасӑпа йышӑнчӗҫ. Мӗскӗн хӗрарӑмсен паттӑрсен вӑйне кӑтартса пыраҫҫӗ, анчах вӗсен хавасӗ чакнӑ. Кӑшкӑрни, чӗнсе йышӑнни, ун ҫине ҫӳлтен чулсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнчӗ; вӑл чӗрене кайса тивекен темӗнле пӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем илтрӗ: ку, сӑмахран ытларах, кӑшкӑрса макӑрни пулчӗ. Унтан хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫуркунне килсе ҫитрӗ. «Шӑпах ҫак ҫын паян манпа пӗрле пӗтӗм полка ӑнӑҫсӑрлӑх кучӗ. Огнянов ирӗксӗртен тенӗ пек Эмексиз йыттине асне илчӗ. Эмексиз таҫта ҫакӑнти ялсенчен пӗринче ҫуралнине пӗлетчӗ-ха вӑл. Кольхаун алӑк урати ҫинче чарӑнса, итлесе тӑнӑ. Ӑҫта кӑна пулмастӑп эпӗ, йӑпанас-лӑпланас тесе, мӗн-мӗн кӑна тума тӑрӑшмастӑп пулӗ, — ман мӗнпур шухӑш Олеся сӑнарӗ тавра ҫаврӑнать, пӗтӗм ӳтӗм-пӗвӗм ун енне ӑнтӑлать, унӑн ниме тӑман сӑмахне, пӗр-пӗр паллах мар хусканӑвӗпе куллине ҫех хӑшпӗр чух аса илни те ман чӗрене кашнинчех шӑппӑн та пылаккӑн хӗссе, ыраттарса каять. Ҫӗнӗ планетӑпа Хӗвел хушши, вӑтамран шутласан, 172 миллион км. Вӑл хӑйсене валли лассо йӗрӗ туса хӑварнӑ хайхи палламан ҫын пулнӑ. Нестеренко тарӑннӑн сывласа илсе сӗтел айнелле пӑхрӗ: — Ним те ӗмӗр-ӗмӗре пымасть. Ҫак прибора аякри япаласене лайӑх курма тунӑ. Пирвайхи телескопсем питӗ мелсӗр пулнӑ. Васкаса утакан ура сассисем илтӗнчӗҫ те, Аркадий терраса ҫине кӗчӗ. Манӑн пӗчӗк шӑллӑм Johann тата икӗ йӑмӑк пурччӗ; анчах эпӗ хамӑн тӑван ҫемьере ютчӗ! Ich war ein Fremder in meinen eigenen Familie! — Мӗнех эппин, кайӑр! — кӑмӑлсӑртараххӑн килӗшрӗ тухтӑр. — Павел Власов амӑшӗ! — хирӗҫ тавӑрчӗ вӑл, хӑйӗн чӗркуҫҫисем чӗтреннине тата тути хӗрри ирӗксӗрех усӑннине туйса. — Стоян пичче арманӗнче ҫӗр каҫрӑм. — Независимость фортне ҫитме инҫе-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Элле Христос каламан-и хӑйӗн апостолӗсене: «Жатва убо многа, делателей же мало… Эсӗ, мучи, Миллеровӑна Ростова кай, сан валли куҫлӑх куҫ тухтӑрӗ кӑна ҫырса пама пултарать, теҫҫӗ. Аллине вилӗ кушак тытнӑ Гекльберри Финн анӑ аялта кӗтсе тӑчӗ. Пирӗн пурлӑх — ӗмӗрхи хурлӑх. Кунта Европӑри мӗнпур венценосецсем сунара ҫӳренӗ пулас. Эпӗ, тӳрех калатӑп, ун пек тунине тӳсмӗ пултараймастӑп. — Акӑ ҫапла… лайӑх. Сӑмах хитререх тухмашкӑн палӑрмалларах эпизодсем те сахалах мар хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларса хушса калать вӑл. — Кам кӗтӗвӗ ку? — ыйтрӗ Кузьмичов. — Ну? Мӗскер? Пӗрисем ҫулпуҫӗ мӗн хушассине кӗтеҫҫӗ, теприсем юлашки ҫапӑҫусенчен килеймен тӑванӗсемпе тусӗсемшӗн куҫҫуль тӑкаҫҫӗ. — Пуринпе те-и? — ыйтрӗ ватӑ салтак. — Тартасси ҫинчен… — Эсир, граждансем, ан пӑшӑрханӑр, хамӑрӑн тырӑ тӗрӗс-тӗкелех юлать. Дирижер сигнал панӑ пекех сасартӑк сывлӑша уласа кӑшкӑрнисем, ҫухӑрса макӑрнисем, ӗсӗклесе йӗнисем янтӑратса ячӗҫ. Кашниех вӗсем пӗр-пӗриншӗн чи усал шуйттан пек пулнӑ. Ҫапла эпир утрав ҫинче вунӑ кун пурӑнса ирттертӗмӗр. Хӑратӑп. 1941 ҫулхи кӗркунне Новгородра пӗр йывӑр аманнӑ инженер Воропаева (вӑл ун чух батальон комиссарӗччӗ) ҫапла каларӗ: — Комиссар юлташ, астуса юлӑр-ха сых ятне, Сенекӑн питӗ лайӑх заповедь пур: «Этемӗн телейсӗрлӗхӗ пӗтӗмпех вӑл ӑна ӗненнинчен килет». Ун чух Воропаев унтан ҫапла ыйтнӑччӗ: — Апла пулсан, сирӗн шутпа, паттӑрлӑх та ҫав ӗненнинченех килет? Анчах, Сильвер ӑна хисеплӗн честь парсанах, вӑл тарӑхнипе хӗрелсе кайрӗ. Унтан, хам ытла та савӑннине кӑтартма мӗн тери вӑтансан та, эпӗ чӑтаймарӑм, витене тата кӳмесем лартакан сарайне кайрӑм, Красавчике, Кузьмана, ҫӑмӑл тӑрантаса куртӑм, унтан каллех таврӑнтӑм та пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме пикентӗм, тӗкӗрсем ҫине пӑхрӑм, кӗсьери укҫана шутларӑм, питӗм ҫинче ҫаплах телейлӗ кулӑ йӑлкӑшрӗ. Анчах манӑн шухӑшпа, ҫак «Лиденброк тинӗсӗнчи» пек, ҫав тери пысӑк курӑк урӑх ҫӗрте ниҫта та ӳсес ҫук. — Паян ырӑ кун пуласси паллах. Пӗр шухӑш ман пуҫӑмран туха пӗлмерӗ: мӗнле-ха, вӑл, ҫамрӑк хӗр — ҫапах та княжна, ман атте ирӗклӗ ҫын мар иккенне пӗле тӑркачах, ҫапла тума хӑйнӑ, вӑл качча тухма та пултарнӑ-ҫке, сӑмахран Беловзорова! Ҫав тери канӑҫсӑрланса, вилесле, шухӑшлама та май ҫук темӗнле ҫутӑ уҫӑласса кӗтнин туйӑмӗ мана савӑнтарать-и? «Манӑн ырӑ тусӑм!» тесе шухӑшларӗ те вӑл хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ. Варька ӑҫта? — Ҫук, ҫапах та, эс мӗнле шутлатӑн? — ыйтма чарӑнмарӑм эпӗ. Вуннӑшӗ те — пурте пычӗҫ, пӗр дезертир та ҫук. Ним сассӑр та тӗксӗм тӗтре хумӗсем Ольховкӑри сӑртлӑх тавра хуллен ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. — Сирӗн вара кам хуҫаланать-ха? Вӑл хаҫатсем пирӗн пата ҫитме ӗлкӗреймен пулӗ-ха. — Ҫапла, — терӗ вӑл кулӑллӑ сасӑпах, — догматикӑлла богословин е классикӑлла филологин пӗр-пӗр профессорӗ урисене уйӑрса тытӗ те аллисене сарса пӑрахӗ, вара: «Анчах кунта чи-чи вӑйлӑ индивидуализм палӑрса тӑрать!» — тейӗ, пуҫне айккинелле тайӑлтарса хурса. Ун хыҫӗнчен кӑвак лашапа хӑвӑрттӑн ҫывхарса, ҫапма хатӗрленсе петлюровец вӗҫтерсе пырать. Вӑл алӑк хӑлӑпне хыпашласа тупрӗ, пурттине алӑран ямасӑрах пӳрт алӑкне яри уҫса ячӗ. Эпӗ савӑннипе кӑшт ҫеҫ пукан ҫинчен сиксе анмарӑм, анчах пылак апат ҫиекен ача пек, савӑннипе урасене сулласа илтӗм кӑна. Пирӗн шлюпка пуҫӗ ҫыран хӗррине перӗнсенех, эпӗ туратран ярса тытрӑм та, ҫыран хӗррине сиксе чӑтлӑха чупрӑм. Тепӗр тӗслӗх илепер. — Ӗне какайӗсӗр те майлаштарӑпӑр. — Ну, ку саншӑн «тепӗр майлӑ» каламасӑрах паллӑ пулма кирлӗ! Манӑн унпа питӗ кирлӗ ӗҫ пур. — Каймалла пулсан вара, яланах ӗлкӗретӗп-ха», — перӗнсе вилесси ҫинчен шухӑшласа ун хыҫҫӑн утрӑм эпӗ. Кашни кунах, кашни сехетре тенӗ пекех вӑл азотейӑна улӑхса, ҫул ҫинелле пӑхнӑ. Лось урине выртмӑшран урайнелле усрӗ. — Баррикадӑласа хунӑ, темӗскерле йывӑр япала. Тата темӗн-темӗн тума шутларӗҫ вӗсем. Пуринчен ытла, ҫав ӗлӗкхисем пӗр тӑвансем пулни тӗлӗнтерет. — Эсир ҫил-тӑвӑла ҫапла калатӑр-и? Ӗсӗклесе йӗрсе вӑл вӗсене, тарӑн ыйӑхпа ҫывӑраканскерсене, куҫран пӑхать, хӑй: тен, Бульба вӑрансан тепӗр икӗ кунран ҫеҫ тухса каясси ҫинчен пӗлтерӗ, тесе шутлать. Тен вӑл ытлашши ӗҫсе тултарнипе ҫеҫ ҫапла час тухса кайма шутларӗ пулӗ? Ҫеҫен хирти ҫын сайра ҫӳрекен ҫул тумхахӗсем ҫинче лӑпкӑн силленсе пыракан Давыдов пуҫне пӗкрӗ те хӑй сисмесӗрех тӗлӗрсе кайрӗ. Судья калама ҫук хытӑ кӳреннӗ. Сасартӑк, — ку самантлӑх кӑна, — Скайльс ӑнӗнче пӗчӗк пӗлӗт шуса иртрӗ; халӗ — тӗлӗнмеллерех; пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ: ҫакна пӗтӗмпех вӑл тӗлӗкре курмасть-и?.. Иккӗмӗш тапхӑр умӗнчи пӗр паллӑ вӑхӑт хушши ҫӗр ҫинче, тропикри шӑрӑхпа сывлӑш яланах нӳрлӗ тӑнӑ пирки, ҫӗр пичӗ ҫинчи пек капӑр, илемлӗ те пысӑк йывӑҫ-курӑксем ӳснӗ. Тӳрӗ ҫынсене пырса тивменни нимӗн те ҫук. Эсир мана калама ан чарӑр, ан пӳлӗр. «Мӗн тума килтӗн эс кунта? — терӗ Оксана тимӗрҫе. — Серафима тупса усрарӑр. Эпӗ ҫак ӗҫе хӑрушӑ ӗҫ вырӑнне хуман, мӗншӗн тесен ун пек кукӑр-макӑр ҫула хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ эпир. — Сӑмах сартарнисем-и? Колонисем ҫыран хӗррисемпе анчах сапаланса пӗтнӗ. Нӑтӑрт, нӑтӑрт. Калаҫасса сайра калаҫатӑп ӗнтӗ хам, анчах вырӑнлӑ тухать. Хул пуҫҫи ҫине кашниех пӗрер ҫыхӑ хурса, вӗсем ҫыран хӗрринелле тухрӗҫ, часах эпӗ вӗсене куҫран ҫухатрӑм. — Яра пар!.. Паян вӑл паттӑра тухрӗ, тӳрӗ ҫынсемпе пӗрлех хӗрачасен амӑшӗсем те ун майлӑ пулса тачӗҫ. Рульне ҫӗклерӗ те карап ҫинелле чӑмрӗ. Ӑнлантӑн-и?.. — Святой Патрик! Пӗтӗм формӑпа эсир пӗр виҫ-тӑват дежурнӑй офицере ҫеҫ тӗл пулма пултаратӑр. Козельцов Владимир каснӑ-лартнӑ пиччӗшӗ пек, Михаил пек, пулнӑ, халь кӑна ҫеҫкене ларнӑ розанпа ҫеҫкине тӑкнӑ шӑлан йывӑҫҫи пӗр евӗрлӗ пулнӑ пекех, пӗр пек пулнӑ вӗсем. — Пулмалла мар пек те, — терӗ Иван Кузмич. — Хӑвӑра йывӑр пулмасан, манӑн итлес килет. — Кайрӗ-и? Хӑнкӑласем, ман юнпа пурӑнатӑр! Пӗвӳ-сийӳ пальма евӗрехчӗ санӑн, кӑкӑрусем сан иҫӗм ҫупккӑмӗсем пекехчӗ. Ҫав ҫӳлӗ арҫын та хӑй кӗрӗкне сутайманни мана йӑпатса тӑчӗ… — Хӑрушӑ этем! — Пур тӗлте те хатӗр ҫитнӗ-и? Ҫамрӑк ҫынсем ним ӑнланмасӑрах лодка ҫине сиксе кӗчӗҫ, вара Аркаш пичче, вӗсен телейлӗ сӑнӗсем ҫине пӑхмасӑрах, хуллен каларӗ: — Вӑрҫӑ… «Ҫитет-ха, батько, тар; юрӑхлӑ-ха хӗҫсем; пӗтмен-ха козаксен вӑйӗ; авӑнмаҫҫӗ-ха козаксем!» Хӗвел анма пуҫласан, вӗсем йывӑҫсен вӑрӑм мӗлкисем урлӑ каҫа-каҫа килелле утрӗҫ, Кардиф тӑвӗ ҫинчи ҫӑра вӑрмана кӗрсе часах курӑнми пулчӗҫ. Ку кимӗ сахалтан та Европа ҫыннисене сакӑр ҫынна йӑтмалласкер пулчӗ. Пулнӑ-ҫке-ха ҫавнашкалли — пӗр корнета кафешантанра кӳрентернӗ. — Халӗ вара? — Нимӗн те ан кала! Огняновпа Остен тата Спиридончо, жандармсене чӗррӗн хӑвармастпӑр тесе, турӑш умӗнче тупа тусан тинех вӑл килӗнче юлма сӑмах пачӗ. Янкар тӳпере, ҫав тери ҫӳлте, кая юлнӑ ҫурхи юр пек, сарӑрах-шурӑ тӗслӗ, усӑнса аннӑ парус пек, чӑсмака та лаптак сайра пӗлӗтсем аран-аран куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ. — Ҫук, ҫук, — терӗм ӑна хавхаланса. Тӗлӗрӳ витӗр, кулкаласа, вӑл куҫ харшисене пӗркелентерчӗ, — шӑва-шава иртекен хӗвеллӗ пӑнчӑсен ҫӳхе пийинчен шӑтарса тухмашкӑн вӑйӑмланать. — Акӑ мӗне: сӑмахран, ҫутӗҫ усӑллӑ тесен, ку пӗтӗмӗшлӗ вырӑн; ҫутӗҫ сиенлӗ тени — хирӗҫ тӑракан пӗтӗмӗшле вырӑн пулать. Эпӗ юлатӑп! — Ҫите, атте! — пӑшӑрханса каланӑ хӗр. Ман хуҫа — чӑмӑр кӗлеткеллӗ пӗчӗкҫӗ ҫын; сарӑхса, кушӑрхаса кайнӑ питлӗскер, симӗсрех тӗслӗ шӑллӑ, таса мар, шывланчӑк куҫлӑскер. — Дик, тусӑм, — терӗ вӑл, — эпир сана эс ку таранччен тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тав тӑватпӑр, анчах сана ху ӗҫӳнтен халлӗхе хӑтарма пултараймастпӑр-ха. Кермен патне площадь енчен утса пырса пукана ҫӗре лартрӑм та ун ҫине хӑпарса тӑтӑм, теприне ҫурт ҫийӗпе ҫӗклесе каҫарса шалти пӗрремӗш картишне ерипен лартрӑм; картишӗн сарлакӑшӗ сакӑр фут. Эпӗ хамӑр ҫапла вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе, пӑрусене-мӗнсене пӗрлештерсе, ытлашширех ирттерсе хӑтланнӑ йӑнӑш тенине йышӑнатӑп кӑна мар, хамӑн йӑнӑшсене тӳрлетсе пыма тытӑнатӑп. — Мӗн эс мана шӑлавартан туртан? Ҫав урамра хӗрлӗ пӗренесенчен пураса тунӑ йывӑҫ ҫуртсенче купецсемпе тӗрлӗ ремесленниксем пурӑнаҫҫӗ. Тепӗр урамӗ хӗвеланӑҫнерех епископ ҫурчӗпе суту-илӳ ӗҫӗпе пурӑнман ытти ҫынсен ҫурчӗсем хушшинчен пуҫланса, пӗр пӗчӗкҫӗ кӳлӗ патнелле тӑсӑлса каять. Эпир кунта иккӗн, манпа пӗрле леш Ефим пур, — тикӗт турттарса кайрӑмӑр та ҫаврӑнӑҫ тусах сан пата килтӗмӗр! — Любочка! Уншӑн ҫеҫ кӳпкемерӗр пуль-ҫке эсир? Ҫавра тӳпемсен тӗттӗмлӗхӗнчен капӑрчӑксем хӑйпӑна-хӑйпӑна ӳкеҫҫӗ. Ни йывӑҫсем, ни йывӑҫ тӗмисем — нимӗн те ҫук. Тӗллӗн-тӗллӗн тӗксӗм чулсене, тӗксӗмӗн курӑнан пӗчӗкҫеҫ кӳлӗсемпе пӗчӗкҫеҫ юхан-шывсене урӑхларах сӑн кӗртекен мӑк океанӗ ҫеҫ сарӑлса выртать. Павел кӑшт кулса илчӗ те:— Хам унпа тавлашайманшӑн кӳренетӗп! — терӗ. Сасси те унӑн Рада Милкинӑнни пек, куласса та — шӑнкӑрав кӑна-и? — итлесе тӑранаймӑн! «Мӗн тумалла-ха? Мӗн шутласа кӑлартӑр эсир кӗтмен ҫӗртен? Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ, анне! Ҫапла, Спинола кардинал вӗсен пуҫӗсемшӗн награда пама та пулнӑччӗ. Ҫавӑн пирки пӗр интереслӗ истори каласа параҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе вӑл, аллипе таҫта аяккалла кӑтартса, ӑна хӑйӗнчен питӗ инҫетелле сулчӗ. Пӗр йӑнӑшмасӑр ҫакна калама пулать: ку вӑл уҫӑ сывлӑшра чей ӗҫессине, мороженӑй тата сад ҫимӗҫӗсем ҫиессине пӗлтерет. Вӑрман хыҫӗнче, хӗвелтухӑҫӗнчи сӳннӗ кӗл тӗслӗ пӗлӗт хӗрринче, тем чӗтренкелесе йӑл-йӑл тукаласа илет. — Мӗншӗн-ха эсир манпа темӗнле пӑрӑнса калаҫатӑр, вӑл сире усӑ кӳрес ҫук. Вӑл ҫаврӑнчӗ те ывӑннӑ сасӑпа:— Итлетӗп, итлетӗп, — терӗ. Юлашкинчен пирӗн тутасем ҫывхарчӗҫ те, эпир хӗрӳллӗн, каҫӑхса кайса чуп турӑмӑр; аллисем унӑн пӑр пек сивӗччӗ, пуҫӗ пӗҫеретчӗ. Эпӗ кӑшкӑрас терӗм, анчах манӑн типсе ларнӑ пыртан сасӑ тухаймасть. Ҫав шкула эпӗ хама ӳстернӗшӗн те тав тӑватӑп. Левин 1919 ҫултах Совет влаҫӗ пурне те тивӗҫ, нимле пӳлмен суйлав правине ӗҫе кӗртни усӑллӑ пулать тесе шутлас вӑхӑт инҫе мар, тесе каланӑ. — Ҫук? — терӗ те Елена ӑшшӑн куласшӑн пулчӗ. — Ну княҫ хӗрӗ Мери, ҫав тери чиперскер, — терӗм эпӗ ӑна. Тупӑ персе ярсан та, эпӗ ҫак вӑрӑ-хурахсемпе, ҫын юнӗпе варланнӑскерсемпе пӗрле, шлюпка ҫине ларма хӑйӑп-ши? — Пирӗн килте пурте йӗркеллӗ, пурте сывӑ вӗт, тӗрӗс мар-и? Япала — ӑс-тӑн вӑхӑтлӑха ҫӑрални. — Ҫук, ахаль тӑван ҫеҫ, — терӗ Касьян юриех йӗрӗнчӗклӗн пек. Мӗн пулать-ши ӗнтӗ? Ку шӑршӑ мана питӗ тӗлӗнтернӗччӗ, ҫавӑнпа ӑна туйнӑ чухне ҫеҫ мар, ун ҫинчен аса илсенех ман куҫӑм умне салхуллӑ, пӑчӑ пӳлӗм, ҫав хӑрушӑ вӑхӑтри мӗнпур вак-тӗвексем тухса тӑраҫҫӗ. Вӑл нотӑсем пирки калаҫнине эпӗ астумастӑмччӗ. — Мистер Пойндекстере, тесе каласшӑн-и эсӗ? Эсир кардинала макӑрас патнех ҫитертӗр. Снаряд осколокӗ ӑна кӑкӑрӗнчен лекнӗ-мӗн, гимнастёркин сулахай енчи кӗсйине хӗрринчен пырса тивнӗ; осколок парти билетне тата ытти хӑш-пӗр докуменчӗсене шӑтарнӑ. Халь ӗнтӗ вӗсем юнлӑ. Миҫе арҫын юлнине пӳрнепе шутласах пӗлме пулать. Анчах блиндажра тӑракан Умрихин сӑмахсене уҫҫӑнах ӑнланайми пулчӗ те ҫавӑнтах Осип Чернышев еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ: — Тем хӑрӑлтатма пуҫланӑ пек туйӑнать, э? — терӗ вӑл. — Мӗнле, мӗнле сӑлтав? — ыйтрӗ Елена, хӑйӗн сивӗ аллипе Берсеневӑн аллине хыттӑн чӑмӑртанине хӑй те сисмесӗр. Сывлӑх суннине хирӗҫ: «шуйттансем ертсе ҫӳреҫҫӗ сире кунта», тенӗ пекрех каласа хучӗ. Пӗр-пӗр нуша? Ҫапла тума чарнине пӑсса айӑпа кӗнӗ ҫынна халӑх умӗнче пушӑпа виҫӗ хут ҫаптараҫҫӗ те тӗрмене хуптараҫҫӗ, кайран вара ҫав ҫӗршыври халӑх пурӑнман вырӑна пуҫ яраҫҫӗ. Лось ӑна пукан тӗртсе пачӗ, хӑй хирӗҫ вырнаҫрӗ. — Эпир манакан марччӗ те-ха сана, халь кӑна авлантӑн-ҫке. Пӳлӗме вӑл никам асӑрхаса юлмалла мар хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ; хӑйӗн хӗрачи Воропаев алли ҫинче ҫывӑрнине курчӗ те куҫхаршисене хускатса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне питӗ килӗшекен кулӑпа алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Эпир пурте, ҫав палланӑ уҫӑ сасӑ енне ҫаврӑнса, хӗрӗн кӑмӑллӑн кулса тӑракан таса пичӗ ҫине чунтан хӗпӗртесе пӑхаттӑмӑр. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара эпӗ урӑх ӗҫ тупаймарӑм. — Шӑна! — кӑшкӑрса ячӗ те Бенедикт пичче, самантрах вӑранса, выртнӑ ҫӗртен тӑрса ларчӗ. Ку ҫапӑҫу салтак ҫапӑҫӑвӗ, халӑх ҫапӑҫӑвӗ пулнӑ, ҫав ҫапӑҫӑвӑн пуҫламӑшне тата вӑл мӗнле вӗҫленессине пурте малтанах пӗлсе тӑнӑ. Рояль патне ҫывхармассерен, вӑл чарӑнать те Люба ҫине вӑрах тинкерсе пӑхать. Ҫак ӗҫ мӗн пурӗ те темиҫе ҫекунд хушшинче пулса иртрӗ. Фома, пӗр каска ҫине пырса ларнӑ та, мужик вучах умне пӑрахса хӑварнӑ пуртта курнӑ. — Пӳрте кӗрес темерӗм эп… — калама тытӑнчӗ Хмелько. Акӑ ҫӑмӑл урапана ятарласа сире валли кӳлсе килнӗ, ларса кайӑр, кирлӗ таран кӗлтӑвӑр. — Хӑшне пуҫран шаккамалла, теприне вӗрентмелле, — ҫине тӑрсах хӑйӗнне каларӗ Давыдов. Ӑшӑ лайӑхрах тытӑнса тӑтӑр тесе, унӑн чӳречисене юриех пӗчӗккӗ тунӑ, ҫавна пула ку барак лаша вити евӗрлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та рабочисем ӑна «Ӑйӑрсен дворецӗ» тесе ят панӑ. — Апла пулсан мӗншӗн-ха сирӗн халӑх акӑлчансене хисеплемест? Вӗсем патне Цимбала, Широкогорова, Городцова илсе килсе, докладсем тутарттарчӗ, хӑй те тухса калаҫрӗ. Ну? — Эсӗ хӑвӑн малтанхи улпут майри ашшӗ патӗнче мӗн туса пурӑннӑ? Тургри тӗрме, ҫав вӑхӑтра тӗттӗм тӗрмесенчен нумайӑшӗ пекех, икӗ хутлӑ пулнӑ. — Куратӑр-и, мӑнаккам, эсир ҫын пытарнӑ чухнехи кӗлӗ ҫинчен калама пуҫласан, мана сасартӑк ҫакӑ аса килчӗ: эпир чиркӗве пырса кӗрсе хор ҫине пытанса ларсассӑн, тӗлӗнмелле лайӑх пулать терӗм эпӗ… Паллах ӗнтӗ, хам шухӑшласа хунӑ япалана путлантарса лартас килмерӗ манӑн. — Боллӑн мар-ши тата? Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, пӳрнине ҫӳлелле тӑратрӗ те ыйхӑ витӗр мӑкӑртатрӗ: — Бум! Ҫакна пула эпир пӗр-пӗринпе калаҫма та пултараймастпӑр. Чиркӳ старости каланӑ тӑрӑх, вӗсем Петро ҫуралсан тепӗр куннех чума чирӗпе вилнӗ; анчах ман асаттен аппӑшӗ вӑл каланине хӑлхана та чикесшӗн мар, Петро валли мӗнле те пулин хурӑнташ тупса парас тесе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшать. Лешне ӗнтӗ, чухӑнскерне, хурӑнташ тени, хамӑра пӗлтӗрхи юр кирлӗ пекех, кирлӗ. Пӗр нимӗҫ ачи тата тӑватӑ е пилӗк библи туяннӑ. Ривэра куҫӗсемпе илтни ҫинчен пӗлтернӗ, анчах хӑй килӗшни ҫинчен те, килӗшменни ҫинчен те нимӗнле паллӑпа та пӗлтермен. Кучер чупакан лашасене чарчӗ, аллипе сулчӗ те, сурса пӑрахрӗ. Ҫитменни ҫине тата арӑмӗ умлӑ-хыҫлах виҫӗ хӗр ҫуратса панӑ. Анчах Майданов, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркаларӗ, вӑрӑм ҫӳҫӗпе сулса илчӗ. Тӗрӗссипе каласан, мана турӑ хушнӑ: манӑн ӗмпӗчи дворецки пулса пурӑнать. Темле хӗрарӑм пӗр витре шыв илсе килчӗ те, ахлатса, кулянса, Рыбинӑн питне ҫума тытӑнчӗ. Вӑл — вӗреннӗскер. Мӗн хӑратса пӑрахрӗ сана? — ыйтнӑ патша. Ҫав юратманнине сирӗн те хӑвӑр ҫинче тӳссе курмалла пулать. — Ҫыранпа утасси кунтан чылай ансатрахчӗ, — терӗ Дик Сэнд. Таса мар йӗпе юрӑ атӑ тӗпӗпе сӑтӑркаласа пӗр минут хушши пек ним чӗнмесӗр ларчӗ, унтан тӑм чӗлӗмне чӗртсе ячӗ те сасартӑк мана хӑратса пӑрахрӗ: — Эпӗ сана хӑвна улталасассӑн мӗн пулӗ? Ҫине тӑрсах ыйтнипе Гленарван ӑна хайхи документсене кӑтартрӗ. Выляса янине эп хам пурнӑҫпа тӳлеме хатӗр. Вӗсене таҫта илсе кайнӑ чух ҫурма ҫултах пӑрахса хӑварнӑ пулас. Старик тата ачасемпе хӗрарӑмсем ҫак ӗҫе инҫетрен сӑнаса пӑхса тӑнӑ. Вӗсем пурте пӗр сӑмах чӗнме пултараймиех сехӗрленсе ӳкнӗ. Унсӑр пуҫне каласа ӗнентерме хӑтланччӑрах! Упӑшки вилес патне ҫитнине мӗскӗм карчӑк пӗлеймест те-ха. — Вӗсем пупа хӑваласа кӑларнӑ, вӑл вара вӗсем ҫинчен сӑмах сарнӑ. Площадьре васкасах ҫакса вӗлермелли юпасем лартаҫҫӗ. Тен, эпӗ тӑмран тӗрлӗ япала тунипе мухтаннӑ пуль? (Леноре фрау, хӑнана хисеплесе, хӗрӗпе французла калаҫрӗ.) Пӗлӗтелле пӑхнӑ май вӑл телейлӗ Константинпа ун арӑмӗ ҫинчен шухӑшларӗ. К. Майданников». Манӑн ҫул йывӑҫ тӗмисен хушшипе авкаланса тӑсӑлать, вӑл ҫӳллӗ курӑксен сулхӑнӗнче шыв шарласа юхакан пӗчӗк шырлансене анса хӑпарать; йӗри-тавра Бештау, Змеиная, Железная тата Кукша ту кӑвак кӳмерккисем амфитеатр пек ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Хӑрушӑ халь мана. Тӳпе пӗтӗмпе тенӗ пек ҫутӑ йӗрсемпе чӗркеленсе пӗтет, ҫӑлтӑрсем ҫумӑр ҫунӑ чухнехи евӗр тӑкӑннӑн туйӑнаҫҫӗ. Мана ӗнтӗ ҫав тери нумай кӳрентернӗ, эпӗ кӳренсе те ывӑнтӑм. Увар Иванович пӳрнисене вылятса илчӗ. — Вӗсем! — терӗ Панталеоне сыхлануллӑн, унтан тӳрленсе тӑнӑ май пӗр саманта чӗтресе илчӗ, анчах вӑл: «Ах! паянхи ир чылаях сивӗ-ҫке!» тенипе хӑй шикленнине сирсе яма васкарӗ. Чорбаджисем ӑна куҫ хӗррипе кӑна пӑхаҫҫӗ, вӗсем Янели лекӗре ытларах уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, хӑйне пысӑка хуманшӑн, тӑван ҫӗршывне хӗрсе кайса юратнӑшӑн хисеплеҫҫӗ. Атя-ха, ҫывӑрар: часах тӑмалла пулать… Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт те анчӗ, яра пачӗ пӑр, ҫума пуҫларӗ юр. Ту хушшине ҫӗмӗрттерсе кӗнӗ ҫил Хурах Шӑпчӑк пек улать, шӑхӑрать, часах акӑ чул хӗрес те хӗвелтухӑҫ енчен капланса килекен ҫӑра тӗтре хумӗсен ӑшне пытанчӗ… «Каҫар, пан голова! — терӗҫ хӑшпӗрисем, пуҫӗсене тайса. Ӑҫта та пулин, инҫетре-инҫетре, витӗр курӑнакан янкар тӳпе татӑкӗ ҫинче пӗр-пӗр ҫинҫе турата вӗҫлесе уйрӑм ҫулҫӑ пӗр сиккелемесӗр ҫакӑнса тӑрать, унпа юнашарах, пулӑ тытмалли шуҫ вӑлтана аса илтерсе, тепӗр ҫулҫӑ хумханать; ҫак хумхану ӗнтӗ ҫиле пула мар, хӑй халлӗн пулнӑн туйӑнать. — Пирӗннисем! Ҫурхи тырӑсемпе ӗҫ тухмасан та, кӗр тырри кӑҫал ҫӑкӑр татӑкӗ паратех. Колхозран тухма тытӑнасси те шиклентерет мана, пирӗн паян-ыранах хире тухмалла-ҫке-ха… Сасӑ ҫывӑхрах та ҫывӑхрах илтӗнет. — Ҫук, нумаях пулмасть: пӗр тӑватӑ ҫул ҫитет. Захар урӑхларах ҫын, вӑл пуринчен ытла хресчен ӗҫӗ еннелле туртӑнать, ав вӑл куккӑшӗпе пӗрле пӗрмаях ҫӗрпе муталанать. Ҫав ылханлӑ выльӑха унччен кам та пулин тытасса ӗненмелле мар пек. Эпӗ пуҫӑма аллӑмсемпе тытса сӗм тӗттӗмре выртатӑп. Ҫапла шутларӑм эпӗ. Паллах, пурне те вӑрҫӑ хускатрӗ. Ашшӗ хӑнана кайсан, Чуб хӗрӗ, — ялти чи чипер хӗр, — килӗнче пӗчченех юлать, ун патне ялти тимӗрҫӗ пырать пулмалла ӗнтӗ; питӗ вӑйлӑ та патвар йӗкӗт, шуйттаншӑн пулсан вӑл Кондрат атте проповечӗсенчен те хӑрушӑрах. Урампа государь император иртсе кайрӗ. Пурте ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, эпӗ те ҫӗлӗке хыврӑм, анчах хам Испани королӗ пулнине палӑртмарӑм. Сӑра пӗҫерекенсем Барклей тата К°, — вӗсем Англин аслӑран та аслӑ гражданӗсем пулаҫҫӗ терӗҫ ҫулҫӳревҫӗсем — ӗмӗрне те ҫакӑн пек тутлӑ сӑра туса курман. Ахалӗн кунта ҫӳреме хӑрамалла. Матрос тепӗр хут сӑхсӑхса илсе ҫапла хушса хучӗ: — Монсеньор, вилӗме хатӗрленсе ҫитме эпӗ сире пӗр минут вӑхӑт паратӑп. — Н-ну-у?! — тӑснӑ Фома. Пичӗ ун тӑрӑхланса кайнӑ. Вӑл та, пурнӑҫпа ӑшталаннӑ пӗчӗкҫӗ этем, ӗҫнӗ. — Ун валли илсе килнӗччӗ. — Мистер Томаспа миссис Бертон килте. Ытти пур чӗрчунсем те тасалӑха юратаҫҫӗ пулсан, ехусем вара пуринчен ытларах пылчӑкпа тасамарлӑха кӑмӑллаҫҫӗ. Говэн башньӑн аялти пӳлӗмне, халӗ хуралсем валли тунӑ пӳлӗме кӗчӗ. Турӑҫӑм, пӳлӗхҫӗм! Пӗчӗк Джек хаваспах рулевоя пулӑшма килӗшни ҫинчен калама кирлӗ-ши! Автора Лапутине йышӑнаҫҫӗ. — Ҫавӑнта. Шыв айӗн ҫӳрекен пӗчӗк кимӗ епле майпа тӑшманӑн чи пысӑк тинӗс базине Петсамо бухтине ҫитсе ҫӳрени ҫинчен эпӗ тӗлӗнсе итлерӗм. Тинӗс ҫинче тӑшманӑн 25 самолетне ҫапса ӳкерекен Сафонов ҫинчен, юр зарячӗпе хӳтӗленсе тӑшман транспорчӗсене атакӑлакан хамӑр летчиксем ҫинчен тӗлӗнсе итлерӗм, — юр зарячӗ мӗн иккенне манманччӗ-ха эпӗ. — Александра Петровна… сирӗн ҫырӑвӑр питӗ пӑлхантарса ячӗ мана паян. Ӑна улӑхса ларма кил пӑхакан тивӗҫлӗн пулӑшрӗ, анчах вӑл ӑна тытса хӗнеме е макӑрса яма та хавас. Хӗрачу тата? Мӗн хӑрамалли пур-ха эппин? — Эсӗ мана уншӑн ятлӗҫ терӗн пуль? — ыйтрӗ вӑл шкултан тухнӑ чух. — Халӗ ҫеҫ ҫитрӗм ак. Лось ҫӗкленчӗ те тросран тытрӗ, шлемне хыврӗ, — унӑн шурӑ ҫӳҫне ҫил тӑрмалать-арпаштарать. — Ылхан ҫиттӗр ӑна! Ӑҫтан вӑй илсе тӑраҫҫӗ-ши ҫынсем ҫавӑн чухлӗ асап тӳсме? Ҫуркунне… Эпӗ, хам ҫумра нимӗнле хӗҫпӑшал та ҫуккипе, ҫак материке шалалла кӗрсе курма шутламарӑм. — Тӗрӗс! Эсӗ ху пӗлетӗн, хӑй паллакан хӗрарӑмсем хушшинче вӑл юратманни пӗрре те ҫук. Унта ӳкерсе хунӑ ҫӑлтӑрӑн сулахай енчи пайӑрки, чӑн та, сӗлӗх евӗр, кукӑр-макӑр-мӗн. Ыранах каятӑп. Артамонов хӗрарӑм кӗлетки ҫакӑн пек илемлӗ, ҫынна хӑратмалла илемлӗ пулма пултарасси ҫинчен нихҫан та шухӑшламан. — Ҫӑмӑл мар. Ҫил мӗнле килсе тухнӑ, ҫавӑн пекех сасартӑк лӑпланчӗ. Ылтӑн районӗсем патне ҫитсен, кӑна эсир куратӑр акӑ. — Мӗнле урӑх хӑрушлӑх пур-ха тата? Пӗлтӗр, ҫар училищинчен тухнӑ хыҫҫӑнах, ҫулталӑк ытларах иртрӗ ӗнтӗ унтанпа, киленӗҫленсе те мӑнаҫланса иле-иле тултарнӑччӗ Ромашов ҫак ним латсӑр ӑпӑр-тапӑрӗсене. — Мӗнех, эсӗ, тен, тӗрӗс те шухӑшлатӑн пулӗ… Эсир те пыратӑр пуль тесе шутларӑм. Ун ҫурӑмӗ хыҫӗпе пытанарах кӗҫенни пырать. Ҫӳҫӗсем кунӑн хӗрлӗ, пит ҫӑмартийӗсем хуратутлӑ, — хӑйӗн пурне те пӗлесшӗн ҫунакан куҫӗсемпе асли хыҫӗнчен кӑшт пӑрӑнса пӑхать те хӑй, пӗрмай пӑшӑлтатать:— Макӑрать. Хуторта, колхозра мӗн-мӗн пулса иртнине кулленех Половцева пӗлтерсе тӑрасси Яков Лукичӑн тивӗҫӗ пулса тӑчӗ, вӑл тӑрӑшсах пӗлтерсе пырать, анчах кашни кунах Половцева пӑшӑрхантаракан ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хыпарсем те илсе килсе парать, ун пек хыпарсем хыҫҫӑн Половцевӑн питҫӑмартийӗсем ҫинчи урлӑ выртакан пӗркеленчӗкӗсем тата тарӑн йӗрленсе юлаҫҫӗ… Курман куҫ шӑрҫисем пысӑкланаҫҫӗ, кӑкӑрӗ ирӗклӗн сывлать, хӑлхи тата вичкӗнрех илтет; хӑйпе пӗрле пыракан ҫемҫе кӑмӑллӑ Кандыбӑна та, вӗчӗх чунлӑ Куҫмана та вӑл лайӑх туякан пулчӗ, чумаксен чӗриклетекен лавӗсем хыҫҫӑн та чылаях утса курчӗ вал, хирте кӑвайт умӗнче те сахал мар ҫӗр каҫрӗ, ярмӑнккасемпе пасарсен шӑв-шавне те пайтах илтрӗ, суккӑрсен е суккӑрмаррисенех пӗрре мар чуна ыраттарнӑ хурлӑхне те лайӑхах «курса» ӑнланчӗ… Лещинский Лиза кун пек тавӑрасса кӗтмен. Хӑйне хӑй ирӗксӗрлесси ӑна йывӑр пулманнинчен, мӗскӗн Безобедов именмесӗр чӑтнинчен эпӗ тӗлӗнтӗм. Иш, тетӗп, ну!.. Пирӗн сановниксем, пурте пекех, хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене шухӑша яма юратаҫҫӗ; ҫав шухӑша пурӑнӑҫа кӗртмелли меслетсем вӗсен чылаях тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. — Сирӗн ӗнтӗ сим шывпа чӗрӗлме килнисем ҫинчен пӗлес килет, ҫавӑнпа та эпӗ эсир камшӑн ҫапла тӑрӑшнине сисетӗп те, унта сирӗн ҫинчен ыйтса пӗлекенсем те пулчӗҫ. Хӗр, Давыдова куҫран пӑхса, кӑштах пӑрӑнчӗ те пуҫне пӗкрӗ. Паруса антарчӗҫ, пурте тинӗс ҫинче нумай вӑхӑт ирттерме хатӗрленсе тӑчӗҫ. Ну, лар, хӑна пулӑн. Вӗсем хӑйсене тытасран та, ҫавӑн пекех курса палласа илесрен те хӑранӑ: анчах хуралҫӑ хӑратмалла кана кӑшкӑрас пулсан — вӗсем питӗ те кӑмӑллӑ пулӗччӗҫ. Том ун ҫывӑхне пычӗ те хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗсене ун патӗнче тума тапратрӗ. Сильвер, хӑйӗн костылӗпе лӑкӑштатса пынӑ май, сиккелесе илет. Сӑмси шӑтӑкӗсем чарӑлса кайрӗҫ. Шӑнасем унӑн хӗрсе кайнӑ, тарланӑ пичӗ ҫине ларсан, вӑл ухмаха ернӗ ҫын пек вӑрҫать. Вӑл ман ҫине вӗлерес пек курайманлӑхпа пӑхса, мана кӑкарнӑ вӗрене хаяррӑн туртать. Ҫапла вӗсем пӗр вунӑ минут пынӑ. Сасартӑк малта лаша умӗнчех чалӑшшӑн вӗҫекен юр витӗр тем хураскер пыни курӑнса кайнӑ. — Чӗкеҫ курӑкӗ. — Аван та каларӑн, — тесе ырларӗ унӑн сӑмахӗсене Гленарван. Кунта лекекен ҫын тӑван ҫӗршывшӑн ҫухалнӑ ҫын ӗнтӗ вӑл. Сайра кӑна тивӗҫкелекен кану минучӗсенче палаткӑсенчен ни шӳтлени, ни кулни илтӗнмест. — Ах, ҫав тери хӑрушла япала, — тавӑрчӗ Анна Михайловна шӑппӑн. «Паян ҫакӑн пек, ыранпа виҫмине те ҫакнашкалах пулать. Мӗнле ҫулччӗ вӑл, астӑватӑр-и? Ҫамрӑк плантатора, фортри офицерсене, — пурне те. Пулӑ пӗҫерме пӗлмеҫҫӗ. — Ҫапах та, мӗнле пулса иртнӗ-ха ҫак япала? Сӑмсупа тӗршӗнме чарӑн — эпӗ хальлӗхе авланман-ха. — Ах, ку йӑлтах леш суккӑрпа тӗл пулнӑран, — тавӑрчӗ Анна Михайловна, ассӑн сывласа. Кассий Кольхаун пӗр ҫавӑн пек ҫын ҫинчен астуса илнӗ. — Чилине! Чилине! — тесе ячӗ мӗскӗн географ. Инсаров хӑй Кунцово ҫывӑхне дачӑна куҫасси ҫинчен, анчах ҫак хваттере те хӑй ҫинчех хӑварса, хӑйӗн япалисене те вӑхӑтлӑха вӗсене шанса пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ; ҫӗвӗҫӗ арӑмӗ те хӑранӑ пекех тухса кайрӗ. Эпӗ ӑна тав турӑм та трубкӑна ҫакса хутӑм. Вӑл пире пӗтме памӗ. Эпир пурте унӑн ачисем. Унӑн пӗр ури кӑна ҫитмен, санӑн иккӗшӗ те ҫук? Ҫак хуйхӑллӑ сценӑна курса тӑракансем пурте мӗскӗн ачасем урмӑшса курӗннине ӗненеҫҫӗ пулӗ тесе шутларӗҫ. Палубӑсӑр, парӑссӑр, мачтӑсӑр, компӑссӑр, мӑйӑр хуппи пек пӗчӗк кимӗн ҫил-тӑвӑлпа та хумпа кӗсмен вӗҫҫӗн кӑна кӗрешмелле. — Пирӗн ҫӗршывӑн законӗсем те ҫавӑн пекех, — тет судья, суд йӗркине пӑсакан еннелле аллипе юнаса. — Пирӗшти кӑмӑлӗ пек пулать, сударыня, — терӗ ученый, — пирӗшти кӑмӑлӗ пек ҫемҫе кӑмӑл пулать. Унӑн алли айӗнче нимӗнле хӗҫпӑшал кӑна мар, пӗчӗкҫӗ ҫӗҫӗ те пулман. Анчах ку чӑрмантарма пултараймасть: алшӑлли е тӑрӑх-тӑрӑх ҫурса вакланӑ тӳшек ҫитти те ҫителӗклӗ пулать. — Эпӗ сире хамӑн хӑлхасемпе илтнине ҫеҫ каласа кӑтартатӑп, — терӗ малалла капитан Смоллетт. — Сирӗн патӑрта темӗнле утравӑн картти пур, теҫҫӗ. Картӑ ҫинче, мула пытарнӑ вырӑнсене хӗрессемпе паллӑ тунӑ пулать. Ку утрав ҫак широта… Кунта вӑл пирӗн утравӑн широтине, долготине шӑп тӗрӗсех каласа кӑтартрӗ. Эпӗ хавас, эпир унпа курнӑҫӑпӑр. Малтан эпӗ пит интересленсе «сӑнаса пӑхаттӑм», анчах ҫав татӑкӑн-татӑкӑн вакласа хунӑ мастерствопа аппаланакансем пурте тенӗ пекех ӑна юратманнине, шутсӑр кичем пулнипе асапланса пурӑннине часах ӑнланса илтӗм. Те пилӗк минутран, те вуннӑран Богс каллех килчӗ, хальхинче лашапа мар, ҫуран. — Ун пирки ан пӑшӑрхан, — терӗ Остен. — Вӑл килне чупса ҫитиччен кашкӑрсем лере жандармсен шӑммисене хӑвармаҫҫӗ… Ҫиме те ҫывӑрма ҫеҫ пултаратӑн эсӗ. Вӑл ҫурӑмӗ ҫинче пӗр ҫыхӑ вутӑ йӑтса кӗчӗ. — Вунпӗр ҫурӑ. — Эсир ухмах мар иккен! Вӑл ӑна йӳле янӑ. Хӑй ҫара пуҫӑнах, сарӑ ҫӳҫлӗскер, хӑрах урине атӑ тӑхӑннӑ. — Мӗн тума ҫул шырамалла? Анчах ӑна ирӗк паман, аяккалла сӗтӗрсе кайнӑ. Упа урнӑ пек мӗкӗрсе ячӗ, комбинезона шӑлӗсемпе ҫыртрӗ те ваткӑпа ҫӑмлӑ тир витӗрех ӳте те витерчӗ. Ниҫта нимӗнле ҫул та ҫук, тӑвӑр хушӑксенчен кӗре-кӗре кайса, мӗнле тӗле килнӗ ҫавӑн пек анчах майлашса пымалла. Кун пек чухне авӑра анса кайма та инҫе мар. — Давид башни пек! — тет хӗр, ҫав тери хӗпӗртесе. — Ҫапах та вӑл санпа кайни паллӑ-ха мана, — пуҫларӗ вӑл кӑштах пусӑрӑннӑ сасӑпа. Лось ӑна аллинчен ҫатӑрларӗ: — Ан пӑрах, — Лось Аэлитӑран флакон илчӗ те кӗсйине чиксе хучӗ, — ку санӑн — парне, Аэлита: тӗксӗм тумлам, пӗлӗт, тӳлеклӗх. Ку ҫутӑ — ялтӑртатса тӑракан хӗвел ҫути те мар, урӑх ҫӗртен ҫапӑнса ӳкекен ӑшӑ ҫутӑ та мар. Гек ҫывӑрса выртнӑ. Вӑл хӑй таҫтан вӑрласа килнӗ апат юлашкисене тин ҫеҫ ҫинӗ те, халӗ ҫӑварне чӗлем чиксе, ырӑ курса выртнӑ. Йӗвенӗн чӗлпӗрне тытма хӑтланнипе эпӗ лаша ӑҫталла кайнине те асӑрхаман. Унччен те пулмарӗ, чавсанайра кулни илтӗнчӗ. Авалрах тӳпере кометӑсене курни ҫинчен каланисене шута илсе, Галлей шухӑшласа пӑхнӑ та хӑшпӗр кометӑсем яланах пӗр вӑхӑтра курӑннине асӑрханӑ. — Уэлдон миссис! — чӗнчӗ Дик. Вара мӗн? Эпӗ ӑна хаваслӑнах чӑн сӑмахӑма патӑм. Ҫав хӑравҫӑ ҫӑткӑн чӗрчунсем мана таткаласа ҫиме хатӗрленнӗ пулас. Кайрӑмӑр, старик, терӗс-тӗкелех пулӑн, саншӑн карчӑку умӗнче ответ тытаканни эп пулӑп, маншӑн вара ан пӑшӑрхан», — терӗ. «Пансем-тӑвансем, халӗ ӗнтӗ икӗ пая уйрӑлӑр! кам каяс тет, сылтӑм енне тӑрӑр; юлас текенсем сулахая пуҫтарӑнӑр; куренӗн ытларахӑш пайӗ ӑҫта куҫать, атаман та унта тӑрать; сахал пайӗ кӑна уйрӑлсан, вӗсем ытти куреньсемпе пӗрлешеҫҫӗ». Юрать-и кун пек? — ыйтрӑм эпӗ хамран хам, вара ҫавӑнтах: «юрать! ку вӑл ӑна хӑратса пӑрахать», — терӗм те ҫак туйӑма хирӗҫ тӑрас вырӑнне ӑна пушшех ҫивӗчлетсе ятӑм, вӑл туйӑм вӑйлӑран та вӑйлӑрах ӳссе пынишӗн савӑнма пуҫларӑм. Ушкӑнтан полицейски тухса тӑчӗ. Унӑн сассине вокзал хӗрринчен тепри ярса илчӗ, унтан тата тепри, тата тепри… Драко пырса кӗчӗ, унӑн пуҫӗнчи цилиндрӗ пурне те култарчӗ; Драко аптраса ӳкрӗ. Кононов, ҫирӗм ҫул ӗлӗк вут тӗртнӗшӗн судлашнӑ пулнӑ, халӗ те вӑл ҫитӗнмен хӗрпе ермешнӗшӗн следстви аллинче тӑрать. Г-жа Простакова: Вӑл, ачам, пӗчӗкренпех историсене ухать. Старик урисене ҫӗрелле усрӗ, васкамасӑр пирус чӑркарӗ, туртма пикенчӗ. — Манӑн кӗсре ҫакнашкал хӑвӑрт ҫӳреме пултарать тесе кам шутлатӑр! Аван ҫын, пырать… Ҫӗр ҫинче пурте пӗр евӗрлӗ пек туйӑнать, куҫ пӑхса савӑнмалли ҫук. Илья, пӗр аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине, теприне чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, ҫаврӑнми пулнӑ чӗлхепе юлашки сӑмахсем калать. — Пӗлетӗп. Пакурсем кисренсе илнӗ, сывлӑша ҫӗкленнӗ, унтан каллех шывалла чикӗннӗ. Аллисене шаман пек ҫӳлелле ҫӗклесе вӑл темӗскер кӑшкӑрчӗ. Аякран унӑн сӑмахӗсене уйӑрса илеймерӗҫ пулсан та, таркӑнсем вӗл мӗн каланине питӗ аван ӑнланчӗҫ. Петр, итле-итле, ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ. Вара эпӗ хам Верӑпа епле паллашнине, юратӑвӑн пӗтӗм драмӑллӑ историне каласа кӑтартрӑм, ячӗсене пурне те шухӑшласа кӑна кӑларнӑччӗ. Сӑмах май, Петербурга таврӑнсан тӗлӗннипе ҫӑварӑра карса пӑрахатӑр: вӑл халӗ — Европӑри чи капӑр-чаплӑ хуласенчен пӗри. Юлашки вара 1863 ҫулӑн вӗҫӗнче пуҫланнӑ. Пӗлетӗр-и тата мӗн (вӑл ҫак виҫӗ сӑмаха час-часах калама юратнӑ): халӗ эпир сирӗнпе имени пирки шарламӑпӑр; ун ҫинчен ирхи апат хыҫӗнчен лайӑхрах калаҫӑпӑр: халӗ сирӗн мана хӑвӑр ҫинчен каласа парас пулать… хам кампа калаҫнине пӗлмелле манӑн. Яков тӗлӗнчӗ — кӗрӳшӗ хӑйӗнчен ҫакӑн пек тӑрӑхланӑшӑн ҫилленмерӗ, кочегара малашне те сӑмахсемпе ҫакнашкал алхасма ирӗк парса, ахӑлтатсах кулса ячӗ. Ҫурт леш енчи тӑрӑ ҫинчи тӗлӗнмеллерех мӗлкене тӗсенӗ май Лось мышцисем хытса карӑннине, вӗри юн чӗрине силленине туять: «Кӗрешӳ, кӗрешӳ…» Акӑ ӗнтӗ, пулса иртекен хӑрушӑ ӗҫсене пула, вӑл ҫитӗнсе ҫитсен, хӑй ача чухне хӳтлӗх тупнӑ хисеплӗ кил-ҫурт стенисем ҫине тапӑнать. Ҫӗр каҫичченех эпӗ ҫывӑрса каяймарӑм, пилӗк сехетре вара, кунта урӑх юлма пултараймастӑп, халех ларса каятӑп тесе, тӑтӑм та хама пӑхакан сторожа вӑратрӑм, лаша кӳлсе килме хушрӑм. Эсрел пуҫӗсене! — Халлӗхе каялла чакатпӑр-ха. Пултарать! — терӗ Умрихин та. Эпӗ пӗр чиперкке хӗре пӗрремӗш хут куҫ хывнӑ чухне вунсаккӑртаччӗ, анчах эпӗ ӑна кайран ыттисене пӑхма хӑнӑхнӑ пекех пӑхаттӑм. Ерипен каҫ пулса килчӗ. — Килте мана никам та кӗтмест. Пуринчен ытларах ваттисем. Оля ҫыруне туртса кӑларсан хурӑн айне ларчӗ те, хӑйӗн хаваслӑ тусӗ мӗн калаҫнине итлемесӗрех, конверта ерипен уҫма тытӑнчӗ. Анчах ӑна телей пулӑшрӗ пулмалла. Сире вара ун планетинче нимӗн япӑххи те тухмасть. Вӑл алӑк патӗнче тӑрать, текех калле-маллӗ ҫаврӑнкаласа асӑрханать, йӑпӑр-япӑр чупса ҫӳрекен камердинера пӑрӑна-пӑрӑна ҫул парать. Ҫенӗхре, пӗр тӗттӗм кӗтесре, староста арӑмӗ тӑрать, вӑл та пуҫ тайрӗ, анчах улпут алли патне пыма хӑяймарӗ. — Тухса кайӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Артамонов ачисене, анчах ыттисемпе пӗрле Алексей те алӑк патнелле утсан, вӑл ӑна хыттӑн кӑшкӑрса чарчӗ: — Тӑхта, Алеша! Пӗри те хаваслӑ куҫпа пӑхать теме пулман, анчах вӗсенче каҫару та палӑрман. — Эсир Ставрополе каятӑр пулмалла? Аванччӗ, малалла мӗнле пулассине — кам пӗлет? — хӑйса каларӗ мучи. Ромашов, чиперккесемпе ҫӗнтерӳҫӗсем кунашкал савнӑҫа пӗлмеҫҫӗ. Айван та савӑнӑҫлӑ кулӑпа пачах ирӗлсе-сарӑлса кайрӗ салтакӑн пичӗ. — Пӗррехинче эпӗ хама мӗскӗн те телейсӗр тесе шутларӑм, мана хамӑн пурнӑҫ сивчир пек туйӑнчӗ, — хуллен калама тытӑнчӗ Софья, пуҫне усса. Пуҫ тайса илсе, Бенито чуптарса кайрӗ. Ан ман ҫакна, тӑванӑм. Вӑл ырӑ йӑхран тухнӑ пек курӑнасшӑн пулнӑ; анчах та килӗшӳсӗр авкаланнин, хӑйне хӑй мӑнаҫлӑн тыткаланин тата йӗркесӗр сӑмахланин йӑлтӑркка хуппи айӗнче ҫав Ерошка мучиех ларни сисӗннӗ. Аманнӑ ҫын пуҫне асӑрханса тытса пырса, вӑл тем ҫинчен аса илсе, ҫемҫен кӑна кулчӗ. — Ялӗнче… куратӑн-и, мӗнле паника? Эпӗ ура ҫине сиксе тӑтӑм та, ҫӗртен шалча пек патак илсе унпа юнашар тӑтӑм. Мӗншӗн-ха? — Ашшӗ те унӑн матрос пулнӑ. Кӳршӗри старикпе карчӑка чӗнчӗ те, хӑйӗн ҫав тери пысӑк ҫӗнтерӗвӗ пирки чӑн-чӑн праҫник турӗ. Ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ вӗҫне ҫитиччен хӑвӑн ӳт-тирне туйса тӑнӑ вӑхӑтра, хӑлха ҫурхахӗ шӑнса кӳтнӗ пекех, таҫта шалта-шалта хӑлха шӑнса кайнине чухланӑ самантра, юр питҫӑмарти ҫумне ҫыпҫӑнса пӑр-маскӑ пулнине туйнӑ чухне, примус чӗртсе ярасси йывӑр япала вӑл. Халӗ вӑхӑт нумай ӗнтӗ, собора ҫӗрле питӗреҫҫӗ. Маншӑн мӗн те пулин кӑмӑла килекен япала тӑвас килет тесе каласшӑн-и эсир? Кай кунтан!» — тенӗ. — Ӑҫта? Ҫав турӑ чӗрчунӗ Николай Петрович. Паллах, Сакнуссем те кунтан ытла урӑх нимӗн те тӑвайман пулас. Джемма сукмак ҫывӑхӗнчи тенкел ҫинче чие ҫырли тултарнӑ карзинкаран пиҫсе ҫитнӗ ҫырласене турилкке ҫине суйласа ларнӑ. Том хытӑрах йынӑшса ячӗ: хуллен-хулленех ӑна чӑнах та пӳрни ыратнӑ пек туйӑнма пуҫларӗ. Пӗр чӗнмесӗр утрӑмӑр унталла. Чӑнкӑ сукмак тӑрӑх анса, юханшыв хӗрринех чарӑнса тӑтӑмӑр та хӗҫсене кӑлартӑмӑр. Ҫывӑратӑп!.. Эпӗ сана, усала, пула урана сиктермен пулсан, санпа ҫапла тунӑ пулӑттӑм та, ҫакна шута ил эсӗ. Пӗр кӗтесре, тимӗрпе ҫаптарнӑ ҫаврака хупӑлчаллӑ арчапа юнашар, пусма чаршав айӗнче кровать ларать. Апрель уйӑхӗнче, хӑй пӳлӗмӗнчи фаянс чӳлмекӗсенче резедапа ытти чечексене лартса ӳстернӗ чух, вӗсене хӑвӑртрах ӳстерес шутпа пулас, кашни ирех чечексен ҫулҫисене турткала-турткала пӑхать. Ҫумӑрпа ҫӑвӑнса тасалнӑ кӳме йӑлтӑртатса кӑна пырать; лаша ҫурӑмӗсем, кутлӑхсем, тилхепесем, урапа шинисем — пурте йӗп-йӗпе, хӗвел ҫутинче лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Служу… — пӗтӗм формапа «каласа татасшӑнччӗ» Алексей, анчах командир, яланах устав йӗркисене ҫав тери ҫирӗппӗн пӑхӑнакан ҫын пулнӑ пулин те, ӑна килте калаҫнӑ чухнехи пек сасӑпа пӳлчӗ: — Ну, питӗ аван эппин! Акӑ, эпӗ вӗсене кайӑксем тытма вӗрентетӗп, унтан пӗр ҫӗр кушак ӗрчететӗп те — сутма тытӑнатпӑр, сире тупӑш пулать, ухмахсем! — Юрӗ, тытӑнса пӑхар, — кӑшт шухӑшласа тӑрсан шӳт тумасӑр тата асӑрханса хуравларӗ Куженков. … — Ҫичӗ инкек — пӗр ответ! — Мӗнле маттур пулсан та, Гаррис, вӑл хӑйӗн пуҫтахлӑхӗшӗн тивӗҫлипе туянӗ, — терӗ Негоро, ун пичӗ ҫинче калама ҫук хаярлӑх палӑрчӗ. Ҫапла эпир 10 сехетре Копенгагена ҫитсе антӑмӑр. Пирен багажа хамӑрпа пӗрлех Брез Галлери «Феникс» ятлӑ отеле леҫсе пачӗҫ. Манӑн пулсан — ох! Йӑла-йӗркепе патшана шӑтӑка антарас умӗн чи лайӑх тумне тӑхӑнтартмалла. Унӑн пысӑк та йывӑр кӗлеткине хытӑ амантнӑ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл унӑн питӗ ыратать пулас. — Ытлашши начар мар. Плитасенчен пӗрне паҫӑрхи уйри пекех ункӑ пӑрса кӗртсе лартнӑ. Халӗ ҫавсем пурте чӑнах та ҫапла пулмалли паллах ӗнтӗ маншӑн. Ҫӗр ҫине тухсассӑнах Гленарван Англин ҫак колонинчи губернаторӗ патне кайрӗ. — Тӗлӗнмелле япала! — Мӗн эс хӑйӑлтататӑн? Елена ӑна хӑй патне туртса илчӗ, вӑл пуҫне каялла усрӗ, хӗр ӑна питрен пӑхрӗ, малалла ӳпӗнчӗ те вӗсен тутисем чӑп пӗрлешрӗҫ… Халл капитан инҫетелле тимлӗн пӑхрӗ. — Ан пӑшӑрханӑр, мисс Луи, ан пӑшӑрханӑр. Эпӗ ӑна мансах кайнӑ. — Юлташсем, эсир ирӗкре! Ҫавӑнпа та эпир… сирӗн ҫине рядовой лётчик ҫине пӑхнӑ пек пӑхма пултараймастпӑр… ӑнлантӑр-и — пултараймастпӑр, пирӗн ун пек права ҫук. Пӑхас та теместӗп. — Нимӗн те пулмасть, сисетӗп эпӗ, — терӗ Пест барон, пулас ҫапӑҫу ҫинчен чӗререн шикленсе шухӑшланӑ май, хӑй ҫапах та картусне, маттур этемле, чалӑш лартса ярса, хӑй пекех хӑраса ӳксе хӑйсен вырӑнӗсене ҫитме васкакан Праскухинпа Нефердов хыҫҫӑнах, хыттӑн та ҫирӗппӗн утса, пӳлӗмрен шаклаттарса тухрӗ. Амӑшӗ ӑна хӑраса та ҫав вӑхӑтрах хытӑ итлерӗ. Стёпушка юлташӗ те манӑн паллакан ҫынах пулчӗ: вӑл Петр Ильич графӑн ирӗке янӑ ҫынни Михайло Савельев, Туман тесе ят панӑскер, пулчӗ. Нивушлӗ санӑн аллупа уруна ӗмӗрлехе ҫыхса лартма хӑват ҫитнӗ пулӗччӗ ӗнтӗ манӑн?.. Ну, а, сана ӳлӗмрен тепри килӗшсен? Эсӗ вӗт ун чух мана ҫисе яраслах курайми пулаттӑн, эпӗ сана качча тухма килӗшнӗ кунпа сехете вырханса тӑранаймастӑнччӗ. — Ху кам иккенӗ ҫинчен шухӑшлама, ҫут тӗнчере мӗншӗн пурӑннине пӗлме вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ сана! — Ӑнланмалла. Алеша ӑна шӑпах ҫакӑншӑн юратать те хӗрхенет, анчах ир ҫитет те — яланах ӑҫта та пулин каясси пирки шухӑшлать. «… Анчах шыв айӗнчи чуллӑ сӑмсахсем ҫине ҫапӑнса ҫӗмӗрлекен вӑйлӑ хумсем ҫӗкленнипе тата туземецсем ытла та хӑрушланса кайнипе ӗҫмелли таса шыв хатӗрлеме май килмен, вара вӑл ҫав утравсене, Голландири Генеральнӑй Штатсен ячӗпе, Штатсен Ҫӗрӗ тесе ят панӑ та, вӗсене ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑварнӑ. — Эпӗ, сирӗн преосвященство, м-мана пуҫран шӑлса каҫарасса пӗртте кӗтмен, тесе каланӑччӗ сире. Малтанласа вӑл иртнӗ кӗркуннех пулса иртрӗ-ха. Марко, тӗрексен тискерлӗхӗпе хаярлӑхӗ ӳссех пынине асӑрхаса, хӑй тӗллӗн кӑна:— Ҫакӑн пек пурнӑҫ-и вӑл? — тесе ҫеҫ мӑкӑртатрӗ. Тӳррипе каласан, театр пирӗн тӑваттӑмӗш шкула кӗтмен ҫӗртен ҫӗнетсе ячӗ. Ҫил пулман пулсан, юханшывсем те пулман пулӗччӗҫ, тесе каланӑччӗ эпир; юханшывсем ҫав тери пысӑк энерги параҫҫӗ. Булочнӑйпа хирӗҫри ҫуртӑн чӳречисене уҫса янӑ; хытах ҫутатман пӳлӗмсенче юрӑ юрлаҫҫӗ: — Сам Варламий святок С золотой головой Сверху глядя на них Улыбается… Кунта пӗтӗмпех вӑрттӑн пулни мана кӑмӑллӑн хумхатать; вӑрттӑнлӑх поэзийӗ — чи ҫӳлте тӑракан поэзи вӑл. Эпӗ каласа панисене ман хуҫа питех те кӑмӑлсӑр пулса итлерӗ. Ҫак ҫӗршывра иккӗленсе тата шанмасӑр тӑма пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та гуигнгнмсем ҫакнашкал вӑхӑтсенче хӑйсене йӗркеллӗ тытма та пултараймаҫҫӗ. — Илтӗм ӗнтӗ. — Пирӗн Сыбкӑран та ыйтӑр ӗнтӗ, — терӗ Огнянова Мичо чорбаджи. Эсир пире хӑна тӑвакан принципсем пирки калаҫас пулсан, вӗсем пирӗншӗн йӗркеллӗ ҫимӗҫ мар-ха, пӑлхарсен тавҫӑруллӑ шухӑшӗ унпа килӗшеймест, халь кӑна та мар, кирек хӑҫан пулсан та Болгарире уншӑн вырӑн пулмасть. Сывлама йывӑр та пӑчӑ. Тарпа ҫунӑк тимӗр шӑрши кӗрет. — Ну? — Вӑл одеял ҫине выртрӗ. Мария Гавриловна француз чӗлхипе ҫырнӑ романсем вуласа ҫитӗнсе ӳснӗ, ҫавсене вуласах вӑл пӗр ҫынна юратса пӑрахнӑ. Нумайӑшӗ кунта, карап ҫинче, кунта лекнӗшӗн те хавас. Вӗсенчен нумайӑшӗ тинӗс хӗрринче, юлашки ыйткалакансем пек пурӑннӑ. Выҫӑпа антӑхатчӗҫ, турӑшӑн та. — Эсир ман ҫинчен вӑл пӗтӗм англомансене ятлаҫрӗ, тесе калама пултаратӑр. Сан пирки эп аҫуна сӑмах панӑ — ура ҫине тӑратӑп, тенӗ… Чӑн та, сана эп ура ҫине тӑрататӑпах! Тӑрас теместӗн пулсан, тимӗр касмӑкпа тӑллӑп… Пӗр хушӑ ҫывӑракансем тикӗссӗн сывлани ҫеҫ илтӗнчӗ. Калаҫнӑ май Корытовӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе пычӗ, анчах вӑл мӗн калани пӗрре те савӑнӑҫлӑ пулмарӗ; ҫапах та унӑнни пек, Корытовӑнни пек, питӗ лайӑх перспективлӑ районсем мӗнпур Хура тинӗс таврашӗнче те урӑх ҫук-мӗн, ӑна, Корытова, ҫав перспективӑсем патне ҫывхарма вак-тӗвек пӑтӑрмахсем кӑна чӑрмантарса тӑраҫҫӗ-мӗн, — ҫапла ӑнлантарса пачӗ вӑл Воропаева. Акӑ ӗнтӗ ура сассисем илтӗнчӗҫ. Вылямалли пӑшалне ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ пархатарсӑр пӗчӗк Джек та, хӑйне ҫакӑн пек чаплӑ лаша панӑ ҫынна тав тума мансах, амӑшӗ умне вырнаҫрӗ. Дрёмовра сыхӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсенчен нихӑшӗ те ҫав этемрен: кам эсӗ, мӗн тӑватӑн? — тесе кӑшкӑрса ыйтма хӑяймарӗ. Ҫапла пырса ытла ӗшенсе ҫитнипе вӗсем тӑтӑшах чарӑна-чарӑна канчӗҫ: ӗнтӗ ҫиессисем те килетчӗҫ, ҫитменнине тата ҫурҫӗр енчен сивӗ ҫил касса вӗрме тытӑнчӗ те шӑмма вити шӑнтма тытӑнчӗ, ҫынсене пит-куҫӗсенчен чӗпӗтрӗ, хӑлхисене тӑм иле пуҫларӗ, аллисем шӑнчӗҫ. — Ҫак сӑмахсене каланӑ хушӑра шухӑша кайнӑ винокур пӗрре сӗтел ҫине, тепре хӑйӗн сӗтел ҫине хунӑ аллисем ҫине пӑхкаласа ларчӗ. Ҫак вӑхӑтра, Халл капитан сӑмахне ҫирӗплетнӗ пекех, вахтӑри матрос кӑшкӑрса ячӗ. — Малта, сулахай борт енче — кит! — Нумай турттарса килесшӗн-и? — Темӗн чухлӗ, шутласа кӑларайми. Симурден итлет. Анчах пур ҫӗрте те начальниксем, пурте пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ. — Саша! — аллисене ун патнелле тӑсса, йӑлӑнчӑклӑн йынӑшса ячӗ Ромашов. Акӑ мӗн шутлатӑп эпӗ сирӗн мӗнпур шайкӑр ҫинчен, юратнӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл. — Эпӗ хӳме патне илсе пыма пултараймастӑп, сэр, — терӗм эпӗ капитана. Вӑл ханкӑра марсиансем кӗрсен те хускалмарӗ. Вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ пурнӑҫне мухтанӑ пек калаҫнӑ; вӑл, хӑйӗн ача чухнехи пурнӑҫне аса илсе, ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен чылаях тӗлӗнмелле анектодсем каласа пачӗ; хӑйне хӑй ҫӑпата тӑвакан тесе те хучӗ, — Наталья Кирилловна Нарышкинӑран пӗртте кая мар, терӗ. Тимӗрҫре вӑл механически заводра ӗҫленӗ, ҫавӑнпа кунти мастерскойсенче ҫӗнӗ ҫын шутӗнче тӑнӑ. Маркс каланӑ: пролетариат хӑйне ирӗке кӑларас тесен, капиталистсен класне ҫӗмӗрсе тӑкмалла, капиталистсенчен производство орудисемпе хатӗрӗсене туртса илмелле, пролетариата ҫуратса тӑракан производство условисене пӗтермелле, тенӗ. Уншӑн ыттисем ним те мар, унӑн пӗр ӗмӗт — хӑйӗн ачисене тупасси ҫеҫ. Хӑть те мӗн хӑрамалли пулсан та, вӑл ҫапах кайса ҫӳреме хатӗр пулнӑ, Джо индееца тӗл пулассинчен те хӑрама пӑрахнӑ. Ҫав самантра алтарӗн патша алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ, Никодим пуп хӗресне ҫӗклесе юлашки кӗлӗ сӑмахӗсене каласа хучӗ. — Турӑ сыхланипе… Унта чӑнах та ҫын пур иккен. — Шел — аппа ҫук… — А, Ниловна! О, мӗнле телейлӗ эпӗ! Пӗррехинче амӑшӗ унран хуллен ыйтрӗ:— Ну, мӗнле, ӗнер сана савӑнӑҫлӑ пулчӗ-и? — тесе ыйтрӗ. — Миҫе ҫул хушши… миҫе кун.. Чӑнах… Сӑмах майӗн каласан, тур пулӑшнӑ сана лётчик пулма, — мӑкӑртатса илчӗ подполковник. Фелим ӑна, хӳшӗри урӑх япаласене курнӑ пек мар, час-часах курса илет, мӗншӗн тесен вӑл кирек ӑҫталла пӑхсан та, унӑн куҫӗсем пӗрмаях хӑва корзинка ӑшӗнчи астаракан савӑт ҫинелле ҫавӑрӑнса пӑхаҫҫӗ. Турӑ канӑҫ кӳтӗрех унӑн таса чунне, пире вара хӗрӳллӗ чӗре валли пил патӑр, ҫав Христос тӑшманӗсемпе кӗрешме алла вӑй патӑр, пӗрне вӗлернӗшӗн ҫӗрӗшне пӗтермелле пултӑр… — Ку ӗҫе манӑн хутшӑнмаллах пулсассӑн, служба хушнӑ тӑрӑх акӑ Иван Кузмич патне каяс та ӑна систерес мар-и: фортецире закона хирӗҫле усал ӗҫ тума хатӗрленеҫҫӗ, господин комендантӑн ӑна чарса лартма кирлӗ пек мерӑсем йышӑнмалла мар-ши, тесе калас… Каллех выртма лекнӗ. Остаппа Андрий вӗсем пӗр-пӗрне саламланине ҫеҫ итлесе тӑчӗҫ: «А! эсӗ-ҫке ку, Печерица! Любишкинпа пӑшӑлтаткаласа илнӗ хыҫҫӑн, вӗсем выльӑх картишне кӗрсе тухрӗҫ, унтан — лупас айне тата анкартине пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Революциччен ку ҫуртра пӗр цыган майри — графиня хуҫа пулнӑ. Аллине чӗлӗм тытнӑ Володя пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Ҫав вӑхӑтра Бретаньре ҫичӗ хӑрушӑ вӑрман пулнӑ. — Акӑ! Вӑйлӑ япала! Пӳлӗмре шӑп, кӑмакари вутӑ ҫеҫ шӑтӑртатса ҫунать, тата кранран шыв татти-сыпписӗр тумлани илтӗнсе тӑрать. — Асанне, эсир вӑрласран хӑратӑр пулсан, — терӗм эпӗ, — эпӗ ахалех, укҫасӑр пулӑшма пултаратӑп. Унтан ҫав ӑнланма ҫук арӑш-пирӗшрен темскер, пысӑк та ҫӑмламас, кӳлепесӗр япала тухрӗ те лётчик ҫине вӗри сывлӑшпа сывлама пуҫларӗ. Пухурисем ӗнтӗ тахҫантанпах шавлаҫҫӗ. Лешӗ ун ҫине вӑрт кӑна пӑхса илчӗ, пӑркаланса: — Кунта, йӗкӗт, питӗ ҫӑмӑллӑнах йӑнӑшма пулать… — Ҫапах та? Симурден унпа вӑл ача чухнех уйрӑлнӑ, халӗ акӑ паттӑр та вӑйлӑ, никамран хӑраман ҫынна тӗл пулчӗ. Вӑл ӑна халӑх ӗҫӗшӗн ҫапӑҫса ҫӗнтернӗ самантра курчӗ. Унӑн хучӗ ҫине Мировольский хӗрлӗ карандашпа ҫапла ҫырса хучӗ: «Кадрсен пайне. Мазутпа вараланса пӗтнӗ ҫынсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, кӗрешӗвӗн тахҫанах иртсе кайнӑ кунӗсем ҫинчен, пӑлхавлӑ, чуралӑхлӑ, аҫамлӑ Русь корона тӑхӑнса ларнӑ хӑрушӑ патшана персе антарма хӑтланса пӑхнисем ҫинчен, Стенька Разинпа Пугачев пӑлхавӗсем ҫинчен кружокра вӗренме пуҫларӗҫ. — Тырӑ ҫапатӑр-и? Ҫав кун ирхине вӑл сӑмсахра пулнӑ. Малтан унӑн ӑна тытмалла. Павела пӗлетӗп эпӗ. Эпӗ калама ҫук телейлӗ! «Хӑшӗ?» Кукамай кӑмака айӗнчи шӑтӑк умне кукленсе ларса: «Ырӑ хуҫа, таракансене пӗтер…» — тесе каланисем аса килеҫҫӗ. Анчах кӗҫӗр каҫпа эпир чӗрӗлсе тӑратпӑр, эпир вара ҫак масар ҫинчен таратпӑр! Эпӗ кӑмакаран тимӗр листисене кӑларатӑп, пекарь вӗсем ҫинчен пӗр вунӑ плюшка, слойка, сайка илет те вӗсене хӗрӗн арки ҫине пӑрахать, лешӗ вара, вӗри плюшкӑна пӗр ывӑҫи ҫинчен тепӗрин ҫине ывӑтса, ӑна сурӑх шӑлӗсем пек сарӑ шӑлӗсемпе ҫыртать, пиҫсе каять, хаяррӑн йынӑшса илет, ӗнерлет. Ҫурта табакпа шӑршлантаратӑр та укҫа парса тӳлеме шутлатӑр, курман мар, курнӑ сирӗн пек усал-тӗселсене! Ку шӑпах вӑл, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫне тура витӗр касса янӑ, ҫӳҫне хырнӑ тӗлте пуҫӗ кӑн-кӑвак курӑнать, пичӗ яланхи пекех салху та сӳрӗк. Эпӗ хам ун ҫине пӑхни ӑна кӳрентересрен хӑрарӑм, ҫавӑнпа урӑх еннелле ҫаврӑнса тӑтӑм. Гришка та пӗлнех пулӗ ҫав, мӗншӗн тесен, вӑл хӑй кайран каласа ӑнлантарнӑ тӑрӑх, «Зала ура ҫине тӑратас» — тесе чи малтанхи сӑмахранах ҫухрашма тытӑнчӗ. — Сӑмса хӑй вырӑнне вырнаҫмасан вара? — Пӗлетӗп, эсӗ мана мӗн калассине эпӗ хамах пӗлетӗп, — тесе пӳлчӗ ӑна Овсяников: — тӗрӗс ӗнтӗ вӑл: ҫынӑн тӗрӗс пурӑнмалла, ҫывӑхрине пулӑшмалла. — Сан мӗн кулянмалли пур уншӑн? Ҫапах та калава малалла тӑсар. Пурте шӑпланчӗҫ. Унӑн кӑвакарнӑ мӑйӑхӗпе янаххине пӑхма часах хӑнӑхса ҫитеймерӗмӗр пулин те, вӑл питӗ ырӑ кӑмӑллӑ карчӑк пулчӗ. Юриех ҫакнашкал хӑтланни ӑна ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ, вӑл кӗнеке уҫрӗ те эпӗ кунта пачах ҫук пекех вуланҫи турӗ. Чартков, кӑмӑлсӑрланса, кистьпе палитрине пукан ҫине хучӗ те ӳкерме пуҫланӑ пир умӗнче шухӑша кайса чарӑнса тӑчӗ. — Апла пулсан: Смолинӑн тата Маякинӑн суту-илӳ ҫурчӗ уҫӑлать — каснӑ та лартнӑ? Тата пире квас илсе килсе пар-ха. Командир ҫинчен сӳтсе явма кам ирӗк пачӗ сана? Степка шывран тухрӗ те хӑвӑрт тумланчӗ, вара ҫара пуҫӑнах, шӑлаварӗн сарлака пӗҫҫисене суллантарса, ял еннелле чупрӗ. Никам та ун ҫинчен калаҫмарӗ, анчах кашни ӑна хӑйӗнче те, кӳршинче те туйрӗ. Томпа Бат карап хӳринче хуралта тӑратчӗҫ. Карапӑн ку пайне сайра килекен Негоро сасартӑк вӗсем патне пычӗ, калаҫу пуҫарма хӑтланчӗ. Анчах Том старик те, ун ывӑлӗ те унпа сӑмах хушмарӗҫ. Пирӗн ҫине пур енчен те ыткӑнчӗҫ; эпӗ вара пӗр салтак ҫакнӑ ҫынсен айӗнчи пуҫма юпине пӑшал приклачӗпе ҫапса тӗртсе янине анчах курса юлтӑм. — Упӑшкисемшӗн ку — тарӑхмалла япала, вӗсен вырӑнӗнче пулсан эпӗ хам та тарӑхнӑ пулӑттӑм. Пирӗн император, тӑшман флотне туртса илнине пула хӑй пысӑкрах пулнипе усӑ курса, блефускусене хӑйсен шану хучӗсене лилипут чӗлхипе тӑратма тата килӗшӳ ҫинчен калаҫнӑ чухне лилипут чӗлхипе калаҫма хушрӗ. Луиза Мориса хирӗҫ кӑшт пуҫ тайса ҫеҫ илчӗ. Павел теме шанса чӳрече енне пӑхать, анчах пӳртре те, садра та никам та ҫук. Хӑвӑртрах, — терӗ вӑл. Эпӗ тинӗс урлӑ каҫса кайма май килмӗ тесе ӗмӗтленсеттӗм, анчах ӗмӗтленни ахалех пулчӗ. Ӑна хӗрхенӳллӗн пӑхса ӑсатса ярсан, амӑшӗ ывӑлӗпе калаҫма тытӑнчӗ: — Кирек те мӗн шухӑшла, Паша! Анчах кунта мана тепӗр хӑрушлӑх сыхласа тӑнӑ, манӑн чӗре каллех сехӗрленӳпе тулчӗ. Эпӗ унӑн аппӑшне намӑс кӑтартнӑ пулӗ тесе шутласа, халӗ вӑл мана хӑй умӗнче ответ тытма хушать пӳлӗ, тен. Халех каятӑп. Пӗлсех тӑратӑп, — ҫук. Вӗсем вӑрман хӗрриперех пыраҫҫӗ. — Большевик юлташ, чӗртсе илме парччӗ, шӑрпӑк коробкине кунталла пӑрах-ха, — тет поляк хальхинче вырӑсла. Анчах вӗсем ҫакӑншӑн айӑплӑ маррине тата ӑнлану ҫукки вӗсене лайӑх та ӑслӑ хӗрачасем пулма чӑрмантарманнине эпӗ ун чухне ӑнланмастӑмччӗ, вӗсенчен йӗрӗнеттӗмччӗ кӑна. — Ну, эпӗ апла пулсан сире каласа парам… Восстани тума хатӗрленекенсенчен пиллӗкӗшӗ ӗнтӗ лашасем ҫине ларса, чӑнкӑ урампа ҫӳлелле чуптарса кайрӗҫ, Марконе халӗ ҫеҫ йӗнер ҫине сиксе ларчӗ. Анчах ҫав ҫынсем ял пухӑвӗсенче е ҫыран хӗрринчи трактирте тӗссӗр ушкӑн пулса ларсан, вӗсем хӑйсен ӑшӗнчи пур ырӑ туйӑмсене те таҫта пытараҫҫӗ, пупсем пек суялӑхпа ултав тумӗсене тӑхӑнаҫҫӗ; вӗсен чунӗсенче вӑйлӑ, ҫынна йытӑлла юрама тӑрӑшни вылянма тытӑнать, ун пек чух вӗсем ҫине пӑхма та йӗрӗнчӗклӗ. Пӑхатӑп: ҫавӑн уҫӑ сулхӑнӗнче чул тенкел ҫинче пӗр хӗрарӑм ларать, улӑм шлепкепе вӑл, хура явлӑкпа пӗркеннӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑ; шлепки унӑн питне хӳтӗлет. Ҫук, ку ытла та мӑшкӑл ӗнтӗ, ырра пулас ҫук! Климка амӑшӗ лутрарах та сарлака, шатра питлӗ хӗрарӑм, кӗпе ухать. — Эпӗ сана хамӑн почтальон тӑвасшӑн, хамӑн ҫырӑва илсе кайтарасшӑн. — Мӗн тӑвас-ха пирӗн? — йӑлтах аптӑранине палӑртса ыйтрӗ плантатор. Анчах, сӑмах майӗпе каласан, кунта Польша миссин вагонӗ, купере эпӗ хуҫа, эсир ав чура пулнӑ, чурарах юлнӑ. Унӑн чӗркуҫҫийӗ урайӗнчен уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра ӑна ура ҫинче тӑраканӗсен шутӗнче («эп») вырӑнне шутламалла, ҫавӑнпа Ривэра ӑна татах ҫапса ӳкерме пултарнӑ. Петр ним каламасӑрах коридора тухрӗ, хура куҫлӑх тата хура шлепке тӑхӑннӑ ҫын ҫине пырса тӑрӑнчӗ; ҫав ҫын хупман алӑк хушӑкӗ витӗр:— Ҫапла, ҫапла, урӑх нимӗн те мар! — терӗ. Тен карттӑ ҫине тепӗр хут пӑхсан, ҫав кунхине вӗсен ҫулӗ те манӑннипе юнашарах иртнӗ пулӗ. Эпӗ нӳхрепе пӑхрӑм. Пичкесем пурте пушӑ, шучӗ ҫук нумай бутылкӑсене эрехне ӗҫсе янӑ хыҫҫӑн, урайнех пӑрахнӑ. Пире Уйӑх ҫаврашки те йӑлтӑртатнӑн туйӑнать. Отделенире Андрее пурте кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗҫ. Вӗсем тепӗр хут выртса ҫывӑрма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫак самантра сасартӑк кӗтмен япала пулса тӑчӗ: кӗтесре, ӗлӗк счетовод ларнӑ ҫӗрте, телефон хыттӑн шӑнкӑртатса илчӗ. Пӗр-пӗринпе ҫирӗппӗн ыталашса, вӗсем самантлӑха хытнӑ пек пулса тӑчӗҫ — икӗ ӳт-пӳ туслӑх туйӑмӗпе ҫулӑмлӑн ҫунса тӑракан пӗр чуна ҫаврӑнчӗ. Негрсемшӗн те вӗсем нимӗн чухлӗ те илеймеҫҫӗ. Вӑт мӗнлерех путланчӗҫ вӗсем, Мери мисс! «Форд» чиркӳ умне ҫитсе чыхӑнса илсен, оркестр «Ще не вмерла Украина» юрра выляса ячӗ. Автомобильтен дивизи командирӗ хыҫҫӑн «аслӑ атаман Петлюра» йӑраланса тухрӗ. — Итлӗр-ха, итлӗр! — терӗ вӑл. Леноре фрау, парӑр мана аллӑра, телей пултӑр, пирӗн патӑрта Российӑра яланах ҫапла тӑваҫҫӗ. — Ҫук, тавтапуҫ, ӗҫ ҫук. Унта сӑртсен тӑррисенчи ӗмӗрхи юрсем ирӗлсе темӗн чухлӗ пӗчӗк шывсем юхса анаҫҫӗ. — Хаяр условисене хӑнӑхтарӑр, ан хӑрӑр! Алексей килӗнче пурте темле тӗплӗ мар, ҫӑмӑлттайлӑн пулса пынӑ. — Миҫе ҫын хураллать ӑна? Суд пуҫланчӗ: — Эсӗ Кара-Тетене вӗлертӗн! — терӗ Гленарвана маориецсен ҫулпуҫӗ. Тияккӑн хӑй сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, унпа пӗрле калаҫаканӗ аллисемпе пуҫне ячӗ тытрӗ; вӑл, йывӑррӑн сывласа, пӳлӗм тӑрӑх ӑсран кайнӑ ҫын пек канӑҫсӑр ҫӳреме тытӑнчӗ. Пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленнисем пурте Амалат-бексен, черкес хӗрӗсен, тусен, чӑнкӑ хысаксен, тискер юхӑмсен тата тӗрлӗрен хӑрушлӑхсен сӑнӗсемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Чӗрӗ чух шӑв е, кӑмӑлу пулсан, килсе вырт. Хамӑра тахҫан комплексла меслетпе «кӑвакал» ҫинчен вӗрентекен мӗскӗн ватӑ Серафима хыпӑнса ӳксех ун валли ҫул уҫма тытӑнчӗ. — Пӑрах картна, сан патна кунта темӗнле сумлӑ ушкӑн килнӗ. Сунарта, теҫҫӗ. — Чунтан тупа тӑватӑп, Эдуард, эсир пӗлсе калатӑр! — терӗ те майор, ахӑлтатса кулса ячӗ. Малалла тӳрӗ ҫул ҫук, сылтӑмалла-и е сулахаялла-и? Эпӗ халех пӗлсе тӑратӑп, эсӗ питӗ чаплӑ спортсмен пулатӑн! — Тата — бритва пек ҫивчӗ чӗлхисӗр пуҫне. Мӗне кирлӗ-ха мӗскӗн ачасен кӑмӑлӗсене пӑсма тата аттепе ҫӗнӗрен курнӑҫатпӑр тесе вӗсенче тин ҫеҫ хӗлхемленме пуҫланӑ шанӑҫа ахалех сулхӑнлатса яма? Анчах Алексей, ӑна пушӑлла кӗтсе аптӑраса, тимӗрҫӗ Ваҫилин хӗрне яла пырса шырама пултарнӑ, унта вара чӑн-чӑн Акулинӑна, хулӑнскере, шатраллӑскере курса, Лизӑн ҫӑмӑл шухӑшлӑ вӑййи ҫинчен пӗлме пултарнӑ. Урайӗнче кухня таврашӗнче тыткаламалли япаласем, вӗсене нумайӑшне шуҫран тунӑ; кӗтӗсре хӑваран тунӑ корзинка ӑшӗнче пысӑк кӗленче савӑт ларнӑ, ун ӑшӗнче — Аламо шывӗнчен хӑватлӑрах ӗҫмелли япала пулнӑ пулмалла. Аркадий Павлыч пуҫне уҫрӗ, лешӗн ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ. Ман ун пек тӑвас килмест! Лось, минтер ҫинче хускалмасӑр выртаканскер, итлет. Ҫӗр китсем ҫинче тытӑнса тӑрать терӗм-ҫке!.. — Efter, — терӗ вӑл. — Кайран, тени пулать ку, — терӗ профессор. Ҫапла ӗнтӗ икӗ хисеплӗ ҫын, Миргород хулин чысӗпе илемӗ темелле, хирӗҫсе те кайрӗҫ. Ак ҫак ҫынна эпӗ вуникӗ пин червонец пама пултӑм — эпӗ тата вуникӗ пин хушатӑп. Эсӗ, мӗн, эпӗ килнине хирӗҫ-им? Атте вилнӗ хыҫҫӑн анне тӑтӑшах чирлекелеме пуҫларӗ, эй, турӑ, мӗн чухлӗ асап, хурлӑх тӳсме тиврӗ пире! — Тӗрӗс, Паганель! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Элен. Мӗн пӑхса лармалла? Эпӗ, ӑнланмасӑр, анне енне ҫаврӑнтӑм та: «Ку мӗне пӗлтерет. — Ҫук, ҫук! Кӗскерех каласан, мӗн пултарнӑ таран вӗсене хирӗҫ эпир персех тӑтӑмӑр, унтан вара эпӗ самолета тӳрех тытрӑм, фронт линийӗ инҫетре марччӗ ӗнтӗ. Вӑл никам та мар, Эль-Койот — прерири кашкӑр пулнӑ. Леш каҫ вӑл пӗрмаях ман хыҫран ишсе пынӑ-мӗн, эпӗ кӑшкӑрнине те илтнӗ, — тет, анчах хирӗҫ кӑшкӑрма хӑранӑ: ӑна тытса каллех чуралӑха сутса яма пултарнӑ-ҫке. Ҫын ушкӑнӗсем «пӗр-пӗринпе калаҫма, курень атаманӗсем пӗр-пӗринпе канашланма пуҫларӗҫ, телее ӳсӗррисем нумаях пулмарӗҫ, ҫавӑнпа та ырӑ сӗнӗве йышӑнма шут тытрӗҫ. Килти ӗҫсем пирки манӑн пурӑнма Н … уесӗнчи пӗр чухӑн яла куҫмалла пулчӗ. Вунӑ сехетре инструктор ҫитрӗ, ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ те ӗнтӗ: хӑйпе пӗрле вӑл пӑхсанах ӑслӑ ҫын пек курӑнакан ҫынна, ылтӑн куҫлӑхлӑскере, ертсе килчӗ, часах эпир вӑл райком секретарӗ иккенне пӗлтӗмӗр. Тӗрӗс каланӑ пӗр писатель, юрату вӑл иккӗмӗш пурнӑҫ тесе. — Ӑҫта вара вӑл пуля вӗҫсе кӗрейми крепость? Сирӗн аслаҫӑр ҫав самантрах пирӗн пата хӑйӗн Бауш ятлӑ йытӑ пӑхаканпа пӗрле ҫынсем янӑ… Дон Сильвио ӑна сыхламашкӑн вунӑ хӗҫпӑшаллӑ вакеро парса яма сӗнчӗ. Эпӗ ӗҫнӗ-и? Куҫӑм механизмӗ — спиральпе ҫавӑрса сӑрнӑ карланкӑра. Ӑна «Обин» металран шӑратса хатӗрленӗ; вӑл ҫав тери ҫирӗп-пиҫӗ, хытӑлӑхӗпе астрономи бронзӑран ирттерет. — Ман пата кӗрсе тухӑп, тесе ҫыртӑн-ҫке? — Малалла калатӑп. Гарриспа Негоро тӑчӗҫ ӗнтӗ, сасартӑк португала шуйхатнӑ унчченхи сасӑ каллех хӑлхана кӗчӗ: папирус хушшинче татах темӗн кӑштӑртатать. — Шыраса тупнӑ пултӑр ӑна! — кӑшкӑрса ячӗ Троекуров, иккӗленме пуҫланӑскер. Ҫав пуҫа ӗнтӗ тепӗр самантранах касса татса, юнланнӑскере, халӑха ҫӗклесе кӑтартнӑ. Вӗсем ҫапла темиҫе минут тӑчӗҫ, унтан Варя куҫне тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илчӗ те темле пусӑрӑнчӑк та ывӑннӑ сасӑпа:— Вӗҫерт мана, эпӗ каятӑп, — терӗ. — Хӑвӑр юлташӑра эсир пӑрахса хӑварма пултараймастӑр — ку пӗрре; сирӗн суранӑр та тӳрленсех ҫитмен-ха — ку иккӗ. Калатӑп-ҫке, пур кӗнекере те ҫавӑн пек тетӗп, илтместӗн-им эсӗ? Унӑн хырӑмӗ те выҫӑ мар. Кӗлетки майӗ ҫук ҫынни йытӑ будки пек туйӑнать, — йытӑ будки килкартишӗнчен тухса кайса урам тӑрӑх утса пынӑ пек, хурланнӑ йытти ун хыҫҫӑн утнӑ пек туйӑнать. Пӗлетӗр-и эсир Агафия Федосеевнӑна? Вӑл, леш, заседатель хӑлхине ҫыртса татаканӗ ӗнтӗ. — Кил-ха кунта, ӑслӑ лаша! 3) Женева хулинчи Буассовӑн Гамбург меридианӗ тӑрӑх виҫсе, тӗрӗслесе тунӑ хронометр. Халран кайнипе хушӑран тӑнне ҫухатсан та, аллисем унӑн хӑйсен ӗҫнех тунӑ, ҫакна пула вӑл тупӑ сассисем илтӗннӗ ҫӗрелле — хӗвелтухӑҫнеллех йӑваннӑ. Ещӗкӗн «М» саспаллиллӗ уйрӑмӗнче ҫырусем яланах ытти уйрӑмсенчен ытларах пулнӑ. Анчах та Алексей ҫырусене темиҫешер хут та пӑхса тухни кӑлӑхах пулнӑ. Халь-халь ишӗлсе аялалла йӑтӑнса анас пек ларакан чӑнкӑ ту тӑрринче чул ванчӑкӗпе кирпӗч ҫӗмрӗкӗ нумай. Каҫ пулсан, эпӗ, ҫурта ҫутса, хам пӳлӗме кӗтӗм, унта манӑн атте лара парать. Иртсе курӑр. Чӳречерен пӑхрӑм та сӑнран-питрен улшӑннӑ икӗ ачана курах кайрӑм, вӗсем пӳртелле чупса кӗнӗ пек туйӑнчӗ мана. Вӑл каярах тӑракан Давыдов патнелле пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ, картиш варринче выртакан вӑкӑр сӳсменӗ ҫине сасартӑк такӑнчӗ те пӗшкӗнсе сӳсменӗн тимӗр тиркӗчне туртса кӑларчӗ. — Ухмахла ан калаҫ! — пат татрӗ ӑна Нестеренко. — Хӑҫан пытаратӑр эсир ӑна? — ыйтрӗ Рендич. Гризерсемпе иммигрантсем уншӑн тӑнӑ. Кӑнтӑрлахи кунӑн юлашки ҫуртисем сӳннӗ хыҫҫӑн, Мул утравне сӗм тӗттӗм хупларӗ. Эпӗ типсе кайнӑ ҫул ҫинче хӑлтӑртатса пыракан урапа айӗнчен ҫӗкленекен вӗтӗ шурӑ тусана салхуллӑн та чӑтӑмлӑн парӑнса, тӗлӗрсе силленкелесе ларса пынӑ вӑхӑтра, сасартӑк, манӑн кучер темӗнле пӑшӑрханса хускалкалама тытӑннине асӑрхарӑм. Анчах мӗнле тумалла-ха ырӑ ӗҫе! Вӑхӑт вунпӗр патнелле ҫывхарнӑ. Акӑ Ступина пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ, хӑй аран сывлать. Пӗррехинче вӑл картина илсе килсе стена ҫумне ҫакрӗ, — ҫав картина ҫине ӳкернӗ виҫӗ ҫын, пӗр-пӗринпе хавассӑн калаҫса, ҫӑмӑллӑн таҫталла каяҫҫӗ. Ҫапларах вӑт… Туппи хӑй патне чупса пырасса кӗтнӗ пекех туйӑнчӗ. Ун патнелле чупса пыни — ун ҫине ыткӑнса кӗрсе кайни пулать ӗнтӗ. Вӑт, Яков, э? Вӗсем темиҫе кун Женевӑра пурӑнма шутларӗҫ, анчах Артур хӗвел ҫинче ялтӑракан урамсене тата туристсем пырса тулнӑ тусанлӑ шыв хӗррисене курсан, сасартӑк кичемленчӗ. Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс? — Эпӗ сирӗн ҫӳҫӗре хамӑн медальонӑма хуратӑп та мӑйран ҫакса ҫӳретӗп, — терӗ вӑл; хӑйӗн куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ. — Тен, ку сире кӑштах йӑпатӗ… халӗ сывӑ пулӑр. Суранӗ хытӑрах сурма тытӑнчӗ, каяс ҫулӗ вара унӑн инҫе те йывӑр-ха. Вара вӑл аллисене кӑкӑр ҫине тытса лӑпланчӗ. Кратер тӗпӗнче виҫӗ труба пур, Снеффельс вулканӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра вӗсем витӗр ҫӗр варринчи вут лавӑпа вӗри пӑссем сирпӗтсе кӑларнӑ. Паганель ниепле те хавхаланса ҫитеймест, вӑл ыйту хыҫҫӑн ыйту парса тӑрать. Патагонецшӑн пулсан, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ: сывлӑшри кайӑксем те, кӳлӗри акӑшсем те, йӗм-ешӗл ҫарансем те — пурте уншӑн тахҫан-тахҫан курнӑ япаласем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах Паганель ӑна ҫавсем ҫинчен вӗҫсӗр ыйтусем парса тӗлӗнтерет. Вӑл час самайланасса шанать майор. Пӗтӗрӗннӗ ҫулҫӑсене ҫил ярса илет те хуллен ҫул тӑрӑх хӑвалать. Кӑнтӑр полюсӗ ҫывӑхӗнчи тинӗссенче кит тытакансем тӑван ҫӗрсене таврӑнма пуҫламан-ха, ҫавӑнпа кит тытнӑ ҫӗртен начар лару-тӑрӑва пула вӑхӑтсӑр пӑрахса кайнӑ «Пилигрим» Козерог тропикӗ патнелле каякан пӗр-пӗр ӗҫтешпе тӗл пуласса шанма пултараймарӗ. — Ҫапах та эпӗ ҫав укҫа-тенке ахалех тӑккаламарӑм. — Тӗлӗнмелле, — терӗ Джон Мангльс, — ҫулҫӳревҫӗсене пӗринчен-пӗрне темӗскерле сӑнчӑрпа кӑкарнӑ тесе шухӑшлама пулать, унӑн варринчи пӗр тӳлемӗ вӗҫерӗнсенех вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсе пӗтме пултараҫҫӗ. Хусанти университетра пирвайхи ҫур ҫул вӗреннӗ хушӑрах вӑл виҫӗ факультет улӑштарса пӑхнӑ, юлашкинчен вара ӑнланса илнӗ: ҫын ҫук вырӑнсенче ҫӗр айӗнче мӗн пуррине тӗпчесе ҫӳренипе ҫырлахма пултараймастӑп эпӗ. Хирӗҫӳ пулатех. Машина мӗнле вӗҫни ҫинчен экипажӑм пӗлтернӗ кӗске докладсем пирки каламӑп та. Ыран ҫапӑҫу пулмалла, ав мӗнле пӗтессе малтанах сиссе тӑратӑп… Юлашкинчен ӑна пысӑк та ҫутӑ пӳлӗме илсе кӗчӗҫ, унта симӗс пустав витнӗ вӑрӑм сӗтел ҫинчи хут куписем хушшинче сӑмах калама ӳркеннӗ пек калаҫса виҫӗ ҫар ҫынни лараҫҫӗ. Артур кӗрсенех вӗсем ӗҫлӗ ҫын пек пулчӗҫ, вӗсенчен асли, капӑр тумланнӑ, кӑвакарнӑ сухаллӑ полковник, ӑна сӗтелӗн тепӗр енчи пукан ҫине аллине тӑсса кӑтартрӗ те ыйтса пӗлме пуҫларӗ. Аслӑ ывӑлӗ, чи юратни, ҫухалчӗ, таҫта кайса путланчӗ. Юлашкинчен вилнӗ ҫынпа сывпуллашма пилӗк ҫулхи чипер хӗр-ачана йӑтнӑ темӗнле хресчен хӗрарӑмӗ пычӗ, турӑ пӗлет, темшӗн йӑтнӑ вӑл ачине. Акӑ пӑрӑнса иртме тивекен тулли лавсен вӑрӑм упусӗ, кунти кашни лава вӑйлӑ ураллӑ виҫшер самӑр лаша кӳлнӗ. Ун тӑршшӗ пӗр фута яхӑнччӗ, диаметрӗ тӑватӑ дюймччӗ. Вӑл каялла кайса пӗр вӑхӑт колонадӑсем айӗнче чарӑнса тӑчӗ, пур еннелле те ҫаврӑнкаласа пӑхса, сӑмсана шырарӗ. Вӑл алӑк патӗнчи кӗтесре, теме итленӗ пек пулса, пӗр хушӑ нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан ман пата хыттӑн утса пычӗ те, сӗтел хӗррине ларчӗ. Эппин Женька Калпакчи хӑнчӑр куҫлӑ пулин те вӑхӑтне ахаль ирттермен иккен. — Ку вӑхӑта ҫухатни ҫеҫ пулать, эпӗ кунта пӗве тӑрӑх уҫӑлса ҫӳреме килменччӗ, — тет. Амӑшӗ, хуллен кулкаласа, пуҫӗпе сулкалать… Куратӑр, ак, ҫакӑ та ҫителӗклӗ пулӗ… Ӗҫ тем чухлӗ, сывлама вӑхӑт ҫук. Вӑл сантан аслӑ, кӑлтӑрпине кустарма тата тахҫанах вӗреннӗ. Темиҫе минута хушши сунарҫӑ шухӑшласа тӑнӑ. — Ну, ачасем, кайӑрах ӗнтӗ аҫӑр патне, йӗтем ҫине кайиччен кирек мӗнле пулсан та ман патӑма кӗрсе тухтӑр-ха вӑл. Ун пек те пулма пултарас ҫук. Вӗсем — икӗ тӗрлӗ ҫынсем, пӗр ӗҫ ҫинех урӑх куҫпа пӑхаҫҫӗ. — Ахаль йӗркепе тумалли суд валли вӑхӑт нумай кирлӗ. Сирӗн преосвященство, пирӗншӗн халӗ кашни минут хаклӑ. Ун ҫинче хӗрлӗ чернилпа, тӳрех каласан, юнпа ҫырнӑ сӑмахсем пулчӗҫ. Пӑрахут ҫинче хуралҫӑсӑр пуҫне урӑх никам та пулма пултарайманнине вӑл аванах пӗлсе тӑчӗ, хуралҫи каютӑна кӗрсе выртса вилӗ пекех ҫывӑрма выртнӑ. — Хам та пӗлместӗп. Лутра полковник хапха ҫывӑхӗнче ҫапӑҫӑва хутшӑнмасӑр уйрӑмӑн тӑракан тӑватӑ сотньӑна ал сулчӗ; унтан вара козаксен ушкӑнӗсем ҫинелле картечпа пӗрсе ячӗҫ, анчах нумай ҫыннах лектереймерӗҫ: пульӑсем козаксем ҫапӑҫнине сехӗрленсе пӑхса тӑракан вӑкӑрӗсене пырса тиврӗҫ. — Аа-асӑрхама, п-паллах ӗнтӗ, асӑрхарӗҫ пулмалла, анчах пӗлеймерӗҫ. — Манӑн темӗскер ҫапла яланах ӗҫ ӑнмасть. В борьбе… роковой… — икӗ хутчен йывӑррӑн сывласа илчӗҫ пусӑрӑннӑ хулӑн сасӑсем. — Вилчӗ, ваше преосвященство. Пӳлӗмрен тухнӑ чух Санин каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те Марья Николаевна каллех кресло ҫине ларса аллисене пуҫ хыҫне хунине курчӗ. Кун пирки вӑл чӑнах та тӗрӗс шухӑшлать; анчах никам та Джим мӗкӗрме тытӑнасса кӗтсе тӑрас ҫук. Кунта, ҫын куҫӗнчен ҫӑра тӗмсемпе хупланнӑ ансӑр бухтӑра, пысӑк кимӗ кӑкарса хунӑ. Виле те хӑй ачисене сыхлама пултарать. Ҫав хӑрушӑ чӑнлӑх патне ерипен пырса ҫитни уншӑн ҫӑмӑлтарах пулӗ. — «Ӗҫрӗн-им»? Пӗтӗмпе ыратать, пӗр хал юлмарӗ, тӳсме ҫук шӑннипе кӗрӗк айӗнче те ӑшӑнса ҫитейместӗп… Унта ҫӗнӗ суран. Фронтовиксем гвардеецсене хулана хуса хӗстерчӗҫ. Хуса хӗстерчӗҫ те вокзала таврӑнчӗҫ, малалла вара эшелон хыҫҫӑн эшелон кая пуҫларӗ. Анчах эпӗ ҫакна асӑрхама ӗлкӗртӗм: пичче ытла та ывӑннипе шывсӑр антӑхса хӑй те аран ҫеҫ утса пырать. Ура ҫине тӑркаласа пӗрремӗш хут хула тӑрӑх лӑпсӑртатсан, пур ҫӗрте те юхӑну паллисем тӗл пулчӗ вӑл. — Седов лейтенантӑн экспедицийӗ? Шевчук тӗксӗм сӑнпа ҫӗкленет те, баспала сӑмса витӗр уҫӑмсӑррӑн нӑрласа, кашни ҫаврӑнӑш хыҫҫӑнах пӑнчӑ лартать тейӗн, васкамасӑр калать: — Ӑна мана. Илья Артамонов вара хӑйӗн ачисене ҫапла вӗрентрӗ: — Мужиксем, рабочисем — хула ҫыннисенчен ӑслӑрах. Наука эппин. — Виле ӳчӗ ҫинче нимӗнле паллӑ та тупаймасан, вӗсене пурне те линчлатпӑр! — Эпир сухарипе типӗтнӗ аш ҫисе уртӑш ҫырли эрехӗпе хутшӑнтарнӑ шыв пӗр-икӗ сыпкӑм ҫӑтса ятӑмӑр. Ахальтен мар ӗнтӗ Нагульнов, унпа куҫа-куҫӑн юлнӑ чухне, кӳреннипе пытармасӑр ҫапла калать: «Мӗн пулнӑ-ха сана, Ҫемен? Гинка упӑшки сӑмах-юмах вакламасӑр апат тӗшӗрет, вӑл турилкки умне ӳпӗннӗ, пӗр-пӗр сӑмах хушма хӑйтӑр кӑна е хытӑрах кулса ятӑр, арӑмӗ ҫавӑнтах ун еннелле хаяррӑн пӑхса илет те, «Ман умра эс мӑштах пул!» тенӗ пек, хӑй кунтах иккенне аса илтерет. Маншӑн пулсан, кунта нимӗн пытанса тӑракан япала та ҫук пек, анчах, паллах, эпӗ хамӑн шухӑша уҫҫӑн каласа памарӑм. Эх, калаҫма пӗлнӗ пулсанччӗ эпӗ! — Эпӗ сире халӗ ыйту парасшӑн: Риварес кунта тӗрмере пулни таврари лӑпкӑ пурнӑҫшӑн хӑрушӑ-и вара? Эпӗ санран нимӗн те пытармастӑп. Пусма ҫинче эпӗ Лихона тӗл пулса пуҫ тайрӑм, кӑнтӑрлахи апатра эпӗ хам пӑтта Валькӑна патӑм, Мартынова та маншӑн пӗрре те ирсӗр пек туйӑнмарӗ, тен, хӑлхи чиккинчен те лектермелле марччӗ пулӗ манӑн, кирек мӗнле пулсан та, хӗрача-ҫке-ха вӑл. «Эпӗ хамӑн ырӑ ятӑма ҫухатам, — тесе шухӑшланӑ креолка, — аттене, туссене, пурне те, пурне те ҫухатам, — анчах ӑна ҫухатас марччӗ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен Тоня патне пырса тухнипе тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, нимӗн тума аптӑранипе пӑрӑнса кайма хӑтланчӗ. — Эсӗ, Настя, суятӑн. Броневик чарӑнса тӑмарӗ. Эпир пурне те кирлӗ чӑнлӑха илсе пынӑшӑн-и? — Лаша каллех сире итлеме пуҫланӑшӑн эпӗ пит хавасланатӑп. Ҫук, апла тума юрамасть. Мӗншӗн-ха эсӗ халиччен хавхалантармарӑн, мӗн кӗтсе пурӑнтӑн? — Ларӑва каятӑп та, ҫул май хамӑр Букче патне кӗрсе пӑхам-ха, вӑл мӗнле ӗҫленине курам терӗм, — пӗлтерчӗ Мичо. Вӑл хӑраса мантан аяккалла шартах сикрӗ. — Мӗнех вара? терӗ Базаров: — ку услови вырӑнаҫуллӑ, анчах та эпӗ тӗлӗнетӗп, мӗнле эсир ку таранччен хӑвӑр… мӗн шыранине тупайман-ха. Эпӗ ӗнтӗ сахал мар кӗнекесем вуласа тухнӑ, сӑвӑсем вулама юратнӑ тата хам та сӑвӑсем ҫырма пуҫланӑ пулин те — «хам сӑмахсемпе» калаҫаттӑм. Пурте килти ҫимӗҫе тахҫанах тунсӑхланӑ та вӗсем, халӗ савӑнсах — кун каҫа иккӗмӗш хут ӗнтӗ — Андрейӑн кучченеҫне авӑртма тытӑнчӗҫ. Эпӗ Андрей Петровичпа калаҫма юрататӑп: нихҫан та хӑй ҫинчен пӗр сӑмах каламасть, яланах мӗнле те пулин ӗҫ ҫинчен, усӑллӑ ӗҫ ҫинчен калаҫать. Фараон кӳмине кӳлнӗ кӗсре пек йӑрӑс эсӗ, Аминодав урапи евӗр хитре эс. Николай Петрович ывӑлӗ ҫине аяккинчен пӑхса илчӗ те, коляска тепӗр ҫур ҫухрӑма яхӑн кайиччен те вӗсем хушшинче калаҫу пуҫланмарӗ. Колхоз ӗҫне пӗтӗм вӑя хурса тӑвать вӑл, анчах эсир ӑна хирӗҫ пыратӑр… Ун пек ҫынна пытарма та хӑрамалла. — Вӗлереҫҫӗ Хохола. Эпӗ пӗлетӗп. Тепӗр шанчӑклӑрах хыпар тӑрӑх, ҫав тупӑка тинӗс хумӗсем пачах ҫыран хӗрне кӑларса пӑрахман иккен, ӑна Венецирен килнӗ ют ҫӗршыв хӗрарӑмӗ илсе ҫитерсе ҫыран хӗррине пытарнӑ иккен; хӑшпӗрисем тата ҫав хӗрарӑма кайран Герцеговинӑра, ун чухне пуҫтарӑнакан ҫарта куртӑмӑр, тесе хушса хунӑ; унӑн тумӗ пӗтӗмӗшпех хуп-хура пулнине те каласа кӑтартнӑ. Кирек епле пулсан та, Елена йӗре яланлӑхах ҫухалнӑ, вӑл чӗрӗ-и, ӑҫта та пулсан курӑнмасӑр пытанса пурӑнать-и, е унӑн пӗчӗк пурнӑҫӗ, пурнӑҫпа кӑмӑлсарланса пӑлханасси пӗтсе, вилӗмӗ ҫитнӗ, ӑна никам та пӗлмен. Томпа юнашар унӑн тусӗ, унтан кая мар хуйхӑрса пӑшӑрханакан юлташӗ, ларать: ҫак хаваслӑ вӑйя вӑл шутсӑр тав тусах хутшӑнчӗ. Мӗн тӑвӗ-ши кунта мантикора? Хӑйне юратса сӑнакана картан шал енне хӑварса, ун урлӑ вӗҫсе каҫӗ-ши? Сӗтел ҫинчи сӑмавар салхуллӑн юрланӑ. Атаманчуковӑн чӗркуҫленсе лармалла пулмарӗ: Половцев хушнипе, пухура Атаманчукова хӳтӗлесе Яков Лукич та, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем ыттисем те питӗ вирлӗ калаҫрӗҫ, пуху вара бригада решенине ҫирӗплетмерӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав калаҫу вӑйсӑрлансах пынӑн, кӗҫех чарӑнассӑн туйӑнса каять: анчах вӑл каллех хускалать те каллех пӗр вӗҫӗмсӗр янӑрама тытӑнать. Ӑнлантарнӑ май Иха кресло айккине ларчӗ. — Урапа ҫинче ларса пыракан Дегтярев чут ҫеҫ ура ҫине сиксе тӑратчӗ. — Эпӗ нимӗн те каламарӑм вӗт-ха, — калаҫма пуҫланӑччӗ Анна Васильевна… Правлени кил картинче те, пӗтӗм хуторти пекех, ҫуллахи чи шӑрӑх кунсенче пулакан шӑплӑх тӑрать. — Мухмӑрлӑ ҫын, — анасласа ответленӗ Саша. Рубцов калаҫайми пуличченех тӗлӗнчӗ, унтан ҫилленнипе кӑвакарса кайрӗ те, тискеррӗн ятлаҫма тытӑнчӗ, анчах Яков Библирен уйрӑм сыпӑксене иле-иле каласа хӑйӗн хаваслӑ чӗлхипе ӑна хӗҫпӑшалсӑрлантарчӗ, шӑплантарчӗ те шухӑша кайса тӗршӗнсе лармалла турӗ. Огнянов иккӗленнине вӑл ун чухнех пӗтерме пултарнӑ пулӗччӗ, лӑплантарнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл ҫапла тӑваймарӗ-ҫке, ҫавна пула тарӑхать те халь Рада. Ман ухмах хӗрсем патне еркӗнсем ҫӳремеҫҫӗ-ши? — Ман умра ҫав тери чӑркӑс пур-ха, манӑн хама шпорлас пулать. Хайхи шуйттан Петруҫа хӑй патне илсе кайса пытарнӑ кун каллех Басаврюк сиксе тухрӗ; анчах халь ӗнтӗ унтан пурте тараҫҫӗ. Пулӑшма вӗҫмелле-и? Эсир кунта хӑвӑр ҫеҫ, сире никам пулӑшса та ӗлкӗреймест. Пурнӑҫӑн пуриншӗн те паллӑ тӗттӗм енне, вак-тӗвек кӳренӳсемпе, кӑмӑл юлнипе тулнӑскерне, ытти ҫынсенчен пытарма тата хӑйӗнчен сирсе пыма питӗ лайӑх пӗлнӗрен ӑна хапсӑнмасӑр та май ҫукчӗ. Унсӑрӑн, хаҫатсем ку кӗрешӗве ултавлӑ ҫапӑҫу теме пултараҫҫӗ, вара пирӗн ӗҫ те мӑшкӑлпа пӗтсе ларма пултарать. Халӑх ӗненме пӑрахать. Чиркӳрен пуҫласа хупах патне ҫити тӑсӑлакан пысӑк симӗс майтан йӑлтах урапасен вӑрӑм йӗркисемпе тулса тӑвӑлнӑ, арӑмӗсемпе те ачисемпе таврари ялсенчен — Волошӑран, Зульнӑран тата Печаловкӑран — хресченсем уява килнӗ вӗсемпе. Питҫӑмартийӗ тӑрӑх юн йӑрӑлтатса анчӗ. Сӗтел ҫине сарса хунӑ хутсене Робеспьер вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, канашлу пуҫланӑ. Ытах та эс серьезнӑй ӗҫе серьезно тӑвас тетӗн пулсан, кашни пӗчӗк винтикӑн сӑтӑрӑмне хисепе илмелле. Эпӗ вӗт ун чухне монахиньӑна унӑн ухмахлӑхӗшӗн ҫилленмерӗм, турӑ ҫине ҫиллентӗм — Тихон ҫавна тӳрех асӑрхарӗ. — Мана халӗ тем тусан та ямаҫҫӗ. — Ҫапах та, шухӑшласа пӑхатӑн та, ҫак ҫырнисенче мӗн те пулин пурах. Эпӗ хамӑн ватӑ, ухмах пуҫӑмпа ҫапла шутлатӑп: вӑл совет влаҫне юраман пулсан, ӑна арестлесе, приговор тӑрӑх вӗлеретчӗҫ, кун пек вӑрттӑн мар, ҫапла вӑрттӑн вӗлерчӗҫ пулсан вара, вӑрӑсем пек, ҫӗрле, тата арӑмӗпе пӗрлех вӗлерчӗҫ пулсан, вӑл совет влаҫӗн тӑшманӗсене ҫиллентернӗ; урӑхла пулма пултараймасть! Асӑннӑ решени ҫине ҫак судра пулма тивӗҫлисем пурте алӑ пуснӑ… Вера хӗне кайнӑ, питӗ чирлӗ вӑл, анчах хӑй палӑртасшӑн мар: эпӗ унӑнне ӳслӗк чирӗ пулӗ тетӗп е ҫынна пӗтерекен сивӗ чир пуласран хӑратӑп, вӑл вырӑссем хушшинче палӑрман, пирӗн чӗлхере унӑн ячӗ те ҫук. Грассинин ӗҫӗсем аван пынӑ, вӑл хӑйӗн профессинче мала тухма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ пуян та паллӑ ҫын пулса, хӑйӗн ҫуртне интеллигентлӑ обществӑн центрӗ тума ӗмӗтленнӗ. Юрӑҫи яланах пукан ҫине буфет стойки патне, эрех пички тӗлне ларатчӗ, — унӑн пуҫӗ пичке тӗпӗ тӗлӗнче, ҫаврака рама ӑшӗнчи пек курӑнса тӑратчӗ. Армири чи лайӑх ветеринар — бюрократ?! Батальонсенчен пӗрине халлӗхе резервра хӑварма ирӗк панӑ. — Ҫапла вара «Дункан» капитанӗ… Каҫ пулнӑ май Ирландин ҫыннисем Шотландин ҫыннисемпе алӑ тытса уйӑрӑлчӗҫ, Айртонпа Падди О'Мур ҫемьи килне тавӑрӑнчӗ. Атя тепӗр пысӑк урапа кӳлер. Вӑл, куҫӗсене пӗрмаях кӗнеке ҫинчен илсе, хӑй умӗнче куҫса ҫӳрекен вӑйлӑ хӗрарӑм ҫине пӑхрӗ. — Эпир ун ҫинчен татах шухӑшласа та, сӑмахласа та пӑхӑпӑр-ха. Вӑл Фролӑн сӑранпа тӗплеттернӗ вӗр-ҫӗнӗ ҫӑмӑттине тӑхӑнса янӑ… Матроссем чупса ҫынсене ӗнсисенчен яра-яра илетчӗҫ, вӗсене пуҫӗсенчен кӳпкетчӗҫ, палуба ҫинелле тыта-тыта перетчӗҫ. — Общество тӗрӗс йӗркеленнӗ пулсан, ҫын айван-и, ӑслӑ-и, хаяр-и, ырӑ-и, — пурӗпӗрех пулать. Полозов ӑна пӗр чӗнмесӗр, апат килмелли алӑк ҫине сайра хутра ҫеҫ пӑха-пӑха илсе итлерӗ. Турӑран килекен суд та вӑя кура пулать… Пирӗн ҫумпа капитан майри юбкисене ҫӳлелле ҫӗклесе, лупашкасем ҫийӗпе утса иртсе карӗ; вӑл яланах ир тӑратчӗ. Ҫул ҫинче эпӗ пичче ҫак сӑмахсене каласа, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса пынине итлерӗм: — Анчах магнит стрелки! Чӑнахах та, Софья Павловнӑшӑн анчах-и? — тесе ыйтнӑ. Алексей полкра ҫӗнӗ ҫын пулнӑ. Площадӗн пӗр енче, чиркӳ ҫывӑхӗнче, ытти ҫуртсенчен пачах уйӑрӑлса тӑракан пысӑк пӳрт капланса ларать, ку хула магистрачӗ е правительствӑн мӗнле те пулин ҫурчӗ пулмалла. Мӑйкӑч курман-им? Ҫавӑнпа килтӗм те эпӗ сирӗн патра: урӑх нимӗн те шутласа кӑлараймарӑм! Халӗ ӗнтӗ тӳпе те, ҫӗр те хӗвел те курӑнмасть. Эпир унӑн «ҫылӑхӗшӗн» кӗлтуса тӑратпӑр, мӗншӗн тесен вӑл вилнӗ. — Ҫукшӑн-пуршӑн мӗнле хумханас килет-ха санӑн, Лукич! Ҫапла каласа пачӗ мана хамӑн ватӑ станца пуҫлӑхӗ тусӑм. Каланӑ чухне хӑй Дмитрииевӑн хитре балладинчи харсӑр Терентьич пек, темиҫе тапхӑр куҫҫуль тӑкса, аркипе типӗте-типӗте илчӗ. Унта сӑмахсем сахал пулнӑ, анчах унӑн пӗтӗм хӳхӗмлӗхӗ — «Ай! дай, далалай!» текен хурлӑхлӑ хушса юрламаллинче. Палламан ҫын хӑйӗн серапине хӑвӑрт сарса ярса, ӑна лаша пуҫӗ ҫинелле витӗнтернӗ, вӗҫӗсене мӑйӗ тавра ҫыхса лартнӑ. Давыдов пырӗ патне ҫӗҫӗ илсе пынӑ пекех ҫапла ыйтрӗ: — Эсӗ совет влаҫӗ майлӑ-и е кулак майлӑ? Индеецсем пӗр пин ҫын та пулма пултарнӑ, вӗсене хирӗҫ ҫав хисепӗн вуннӑмӗш пайне ҫеҫ яма май килнӗ. — Сӑмах майӗн каласан, татах эпӗ сирӗн аслаҫӑр ҫинчен каласа парӑп. — Пулать. Анчах эсӗ маттур-ха. Лаша вӗҫтерсе лартнӑ ҫулпала пӗр аташмасӑр яра панӑ. Вӗсем пӗр хӗрӗх чалӑш та кайман — авӑн сарайӗн ҫатанӗ хуран курӑнса кайнӑ, унӑн юр купаласа лартнӑ ҫийӗнчен татти-сыпписӗр юр вӗҫсе тӑнӑ. Эсӗ ҫынсене сывататӑн теҫҫӗ, эсӗ лекер вӗт. Хулана килнипе савӑнасси тӗксӗмленчӗ. Эпӗ унти маччаран ҫирӗп пурҫӑн вӗренпе пысӑк гамак ҫакса яма хушрӑм. Ҫак гамак мана кисрентересрен сыхлатчӗ тата ҫул ҫӳренӗ чухне ун ҫинче эпӗ час-часах ҫывӑраттӑм. Вӑл — тӗнчере хушса тӑма тивӗҫлӗ господасем, вӗсем валли ӗҫлеме тивӗҫлӗ ахаль халӑх пуррине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл йӑпӑлтатассинчен те, пуҫҫапассинчен те йӗрӗнсе тӑман; анчах хӑйне пӑхӑнакансемпе ӑшӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӗ пулнӑ, пӗр ыйткалакана та памасӑр кӑларса яман, час-часах сӑмах чыхма юратнӑ пулин те, нихӑҫан та никам ҫинчен те ҫисе калаҫман. Ҫуллахи пӗр сулхӑнрах, ҫутӑ ирхине Клавдия Михайловна палатӑна ҫинҫе кантрасемпе ҫыхкаланӑ тимӗр куҫлӑхлӑ ватӑрах ҫынна илсе пычӗ. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп». Эсир ҫапла каларӑр: союзниксем сире — восстани тапратас пулсан — пӗр самантрах вӑрҫӑ хатӗрӗсем кӗрлеттерсе кӳрсе параҫҫӗ, терӗр. Мӗскӗн хӗрӗн аллине тытрӑм та ӑна чуптурӑм, алли ҫине куҫҫулӗм тумланса анчӗ. Кошевой хӑйӗн тивӗҫӗ хушнӑ тӑрӑх козаксен пӗр ушкӑнӗпе тутарсем хыҫҫӑн каять, тепӗр ушкӑнӗ хӑйне валли наказной атаман суйласа лартать. Стенасем ҫумӗнче хӑнасем тӑраҫҫӗ, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсене хӗсе-хӗсе, хӗрелсе кайнӑ пичӗсене шӑла-шӑла, вӗсем ачасем утса пынине пӗр шарламасӑр сӑнаҫҫӗ. Килӗнче хуҫине кӗтчӗрех. — Эпӗ сиксе каҫасси пирки иккӗленместӗп, — тесе шанчӑклӑнах ответлерӗ Луиза. Чура сутуҫи Алвиш та — уншӑн тыткӑнри хӗрарӑм пурнӑҫӗ хаклӑ — малалла мӗн тумаллине пӗлмесӗр ун патне пычӗ. Ун ҫинчен пире аттен пӗлӗшӗ ҫырса пӗлтернӗ, — ҫирӗплетрӗ Аннет. — «Дункан», — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. Иксӗмӗрӗн те чунсем чӗрне вӗҫне ҫитрӗҫ, анчах ку чӗрӗк минута кӑна пычӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпир часах лӑплантӑмӑр — кӗтмен ҫӗртен пулса тухнӑран сехресем хӑпрӗҫ мар-и ҫав пирӗн. Манӑн куҫӑма пӗр чӗрчун, — хамӑр евӗрлӗ этемех курӑнать пек. Ачасем вӗренмелли букварь мар, ҫулланнӑ ҫынсене кирлӗ словарь. Темех мар… Нӑтӑрт, нӑтӑрт… Хӑшпӗр ҫӗрте ҫав вилӗ сархайлӑх витӗр тапса тухнӑ «ыйхӑ» шӑнкӑравӗн — Полесьери пӗрремӗш чечекӗн — шупкарах кӑвак тӗслӗ шултра пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ. — Алёша? — ҫавӑн пекех тӗлӗнсе, шанман пекрех ыйтнӑ Оля та. — Мӗн начар пулӗ? Хӑй патнелле кӑнтарнӑ хут татӑкне Диаз чӗтрекен аллипе илчӗ, сӳтрӗ те вулама пуҫларӗ. Ҫав тапхӑрта унӑн пӑшӑрханма сӑлтав пулман пулмалла. Темӗнле ополченец пӑшалне мелсӗртерех тытса шаклаттарчӗ те алла илчӗ:— Кам килет? — кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫул тӑрӑх, тусан мӑкӑрлантарса, утлӑ артиллери дивизионӗ ыткӑнса пырать. Павел ӑна хулпуҫҫийӗсенчен тытрӗ те хӑй ҫумне чӑмӑртарӗ. Ӗлӗкхи пекех — пирӗн чӳречесенчен нихҫан та хӗвел пӑхмарӗ, Таня та урӑх нихҫан та пымарӗ… Унтан, пӳрнипе хайӗн малти курпунне тӗртсе илсе, пачах та кирлӗ мар ҫӗртен хушса хучӗ: — Мана палламалла. Кусем пек сайра хутра ҫеҫ пулакан ҫывӑх туссем, пӗрне пӗри ырӑ сунса пурӑннӑ пулин те, иккӗшӗ пӗр пек мар. Эпӗ ӑна куҫпа та курман. Мӗн эсӗ, тӑванӑм, полковникрех ларса юлнӑ-и — тӑсрӗ вӑл малалла, — Сана эпӗ Верховнӑйӗн приказӗсенче тем пекех шырарӑм. Привалсенче каннӑ чух, ҫапӑҫусем хушшинче, кашни пушӑ минутрах, пӑшал тасатнӑ е апатланнӑ хыҫҫӑн, боецсене кӗнеке сӗнет, кайран эсӗ ӑна вуланипе вуламаннине тӗрӗслет. Унӑн тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ, сухалӗ шӗвӗр, пичӗ типшӗм, куҫӗсем ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнаҫҫӗ, ҫӑварӗ тӗлӗнмелле: уланкӑ пулӑнни пек пӗчӗкҫӗ, тутисем хулӑм, кӳпшек, вӗсене яланах чуптума шутланӑ пек чӑмӑртаса тытнӑ. Эсир пире, пӑлхавҫӑсене, пурне те шеллеме пуҫласан, сирӗн чӗре те ҫитес ҫук. Эпӗ, ҫавнашкал усал калаҫусене илтсен, нервнӑй ҫын пекех хытӑ пӑлханатӑп. Эпир пӗр-пӗринпе ҫапӑҫакан хӑрушӑ тискер кайӑксене иккӗшне те уҫҫӑнах куратпӑр. Ку ӗнтӗ пулмаллах, мӗншӗн тесен силурийски тапхӑрӗнче тинӗссенче пин ҫурӑ ытла тӗрлӗ йышши йывӑҫ-курӑксемпе чӗрчунсем пурӑннӑ. Пурте пӗр ҫын пек буфет алӑкӗ еннелле пӑхкаларӗҫ, сӑнӗсем вара, палӑртас мар тесе тӑрӑшсан та, ҫапла каларӗҫ: «мӗнле-ха капла, пуҫласчӗ-ҫке». Ҫапла ӗнтӗ… хӑвах куратӑн, этемӗн телейӗ этем ӗҫ ҫине мӗнле пӑхнинчен килет… «Мӗне пӗлеймӗ? Унтан тарланӑ ҫамкине шӑлса типӗтрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ майлӑрах вӑхӑт суйласа илесшӗн тӑрӑшрӑм, сасартӑк пуҫласшӑн пулмарӑм. — Тухас ҫула! — терӗ Дик Сэнд та. Кунӗпе утмалӑх вӑй пухмаллине пурте ӑнланчӗҫ, ирхи апата пикенсех ҫирӗҫ. Унӑн ишӗлнӗ стенисене ҫӑрӑ ӳсекен курӑксем каркаласа илнӗ, чулӗсем туха-туха ӳксе, стена ҫумӗнче купаланса выртнӑ. Ытти чух кун пеккине эпӗ асӑрхаманҫи тӑваттӑм, курмӑш-илтмӗш пулаттӑм. Ку пысӑк инкекӗн сӑлтавӗ Дубровскинчен хӑйӗнченех килнӗ — вӑл хӑех хуйхи-суйхипе тата тарӑхнипе ҫурта вут тӗртнӗ пулӗ, тенӗ вӗсем. «Калаҫакан» чӗрчунсемшӗн сӑмах — юрлани е кӑшкӑрни евӗрлех: сасӑ пӗлтерӗшне вӗсем ӑнланаймаҫҫӗ. Кукӑлне мӗнрен тунине пӗлетӗр-и эсир? — Эй, эсӗ, мусье, музыка пӗлетӗн-и? Хам пӗччен пурӑнса мӗнле шухӑшсем шухӑшлама пуҫлани ҫинчен эпӗ ӗлӗкрех ҫырса пӗлтернӗччӗ, анчах та ҫав шухӑшсем ман пуҫра мӗнле асаппа ҫуралнине, эпӗ вӗсене мӗн тери хавас пулнине тата пурнӑҫӑмри ҫӗнӗ уҫӑ ҫула курни мӗнешкел мана савӑнтарнине никам та пӗлмест. Ҫав шухӑшсенчен хакли манра урӑх нимӗн те ҫукчӗ… Мустангер шухӑшласа хыҫалтан пырать. — Анчах Петрпа, дьяконпа тата ыттисемпе манӑн мӗн ӗҫ пур? — тесе ыйтрӗ пӑхӑрҫӑ. Вӑл ҫакӑн пек ыйтнӑ пирки — ҫав ҫын рабочи пулманнине тӗппипех пӗлтӗм. — Пуринчен ытла эсир мана чикӗ урлӑ хӗҫпӑшал каҫарас ӗҫре пулӑшӑр. Чирлисем ӑна юратнӑ, юлташӗсем хисепленӗ, хӗр-тантӑшӗсем унтан хӑракаланӑ тата вӗсем хушшинче туслӑх та нумая пыман. Турӑҫӑм! Пӑлхарсене сыхлах!..» — О! — хирӗҫ сасӑ пачӗ Назарка. Чикмексемпе ҫулҫӑллӑ туратсенчен тунӑ лупасайӗсенче имбирь премӗкӗ, лимонад, купи-купипе арбуз, ҫамрӑк кукуруза тата темӗн тӗрлӗ ешӗл ҫимӗҫ сутаҫҫӗ. Ӳпкелешӳ пуҫланчӗ, ҫавӑнтах тахӑшӗ ҫурма сасӑпа: чӗчӗ ачи-ха, тенине те лайӑхах илтрӗм эпӗ. Эпӗ кайрӑм, сывӑ пул. Татах ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Ир пулнӑ ҫӗре хатӗрленсе тӑмашкӑн халех пуҫтарӑнма тытӑнмалла. Юратса тӑни ҫинчен ирӗксӗр калаттарасшӑн мар ӑна эпӗ, хӑй каласа патӑр, ун чухне вара эпӗ тӑраничченех савӑнӑп… Аллине шӑлаварӗ ӑшне чиксе, вӑл протезне салтрӗ те, сывлӑшне чарса, пит-куҫне пӗркелесе, ҫывӑрса кайнӑ татӑк урине аллипе сӑтӑркаларӗ, хӑй хӑвӑрт ҫывӑрса каяссине ҫавӑнтах туйса илчӗ. Вӑл перекетлӗ ҫын пулнӑ. — Ҫапла, мӗскӗн вӑл. Юрату ӗҫӗсенче опытлӑ пулнӑ арҫын туйӑмӗ ӑна Полина унпа сивӗрех пулма пуҫланине систерчӗ, тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик Маврин ҫав сисӗме ҫирӗплетсе пычӗ; — Кардинал чӗнсем ҫине тата ҫӗрте выртакан сӑнчӑрсем ҫине пӑхрӗ те малалла ҫапла каларӗ: — Полковник шухӑшӗпе килӗшни — сире вӗлерни пулать. Килӗшмесен — ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх туса хуни пулать. — Пирӗн нимӗн те пулман темерӗм-и-ха сана, эс кӑлӑхах тертленнӗ, Иванчо, — шантарасшӑн пулчӗ ӑна Марко. Анчах ҫавна тӳссе ирттересси ҫав тери йывӑр. — Юрать. — Эпӗ ӑна, манран нимӗншӗн те вӑтанмалла марри ҫинчен ӑнлантарса парӑп. Артамонов киле пынӑ вӑхӑтра арӑмӗ хывӑнма та ӗлкӗрнӗ, вӑл, сулахай урине сылтӑм урин ҫаврака чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, пит-куҫне пӗркелентерсе, ура чӗрнисене касса ларать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давыдов мунчана ҫӳреме те пӑрахнӑ, медицина комиссийӗсенче те хайне арҫын тухтӑрсене ҫеҫ пӑхтарттарнӑ. — Эй! (Вӗсен пурин те аллисенче пӗтӗм ҫемьешӗн пӗрешкел уйрӑмлӑх пур: ал тупанӗн ҫемҫе ӳчӗ тулаш енчен хӗп-хӗрлӗ, аллӑн ҫӳлерехри шап-шурӑ пайӗнчен вӑл уҫӑмлӑн палӑракан тӳрӗ йӗрпе уйрӑлса тӑрать.) Тин ҫеҫ картечьпа персе тӑнӑ тапӑнакансен халӗ пушарпа кӗрешмелле пулнӑ. Вӑл старик еннелле майсӑррӑн ҫаврӑннӑ та, ӳпкелешсе:— Эх! — Мӗн пирки? Анчах эпӗ пӗлетӗп — эпӗ ҫамрӑк, ӑслӑ, вӗреннӗскер. — Ман пӑтра та ухтарчӗҫ, мана та хыпашларӗҫ. Мӗн тумалла? — Паян ирхине кашкӑрсем Клисурӑ жандармӗсене иккӗшне кӑшласа янӑ. Тепӗр сехетрен нумайӑшӗ пӗр-пӗрне хӑй тата ашшӗ ячӗпе пӗлекен пулчӗҫ, шторм, карапа силлентерни, тинӗс чирӗпе кӗрешмелли меслетсем, теплоход ҫинче мӗнпе апатлантарни ҫинчен калаҫрӗҫ, вӑйӑсем шухӑшла-шухӑшла кӑларчӗҫ, радио итленӗ май, тӗнчери лару-тӑру пирки хӑйсен шухӑшӗсене хыттӑн каларӗҫ. Вунпилӗк ҫулхи капитан халь йӑлтах карап поварӗн аллинче. Вӗрекен сивӗ нарзан ӑшне кӗрсе ларнӑ май ӳтри тата ӑшри вӑйсем каялла таврӑннине туйрӑм. Ҫуркунне тӗрлӗ ӳсентӑран хӗпӗртесе чечекленнӗ хушӑра та, вӗсем, хӑйсен пурнӑҫне пурӑнса ирттерсе ватӑлса ҫитнӗ пек, тунсӑх курӑнаҫҫӗ, кӗркунне еннелле кӑна вара тӑм илсе пасарнӑ шап-шурӑ тӗсӗпе мӑнаҫлӑн ҫутӑлса йӑлтӑртӑтаҫҫӗ. — Халӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ӑҫта лекнине, — палӑртрӗ Гаррис. Вара вӗсем иккӗшӗ, ирӗклӗскерсем, мӗн кӑна тумӗччӗҫ-ши Уэлдон миссиса хӑтарассишӗн! Ҫапла капитуляци йӗрки пӗтӗмпех ҫӗнтерсе те илнӗ, Бяла Черквана ҫапла майпа хӑтарса та хӑварнӑ. Радӑран ман каҫару ыйтмалла… Клисурӑ ишӗлчӗкӗнче вилесшӗн пулнӑ иккен те вӑл, хамах ӑна ҫавӑн пек хӗн-хур кӑтартрӑм-ҫке. Катьӑпа эпир виҫҫӗмӗш ретре лартӑмӑр, анчах пурпӗрех нимӗн те илтеймерӗмӗр. Егорушка, ирччен вӑхӑт тата мӗн чухлӗ нумай юлнине аса илсе, диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнчӗ, халӗ ӗнтӗ тӗтреллӗ те асаплӑ курӑмсенчен хӑтӑласчӗ тесе тӑрӑшма та пӑрахрӗ. Ҫавӑнпа унӑн, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллельрен кӑшт пӑрӑнса кӗрсен, ҫурҫӗрелле икӗ градус хӑпармалла пулать. Вӑрӑм ретпе тӑрса тухнӑ машинӑсем патӗнче вӑл хӑйӗн вырӑнне йышӑнать. Сӑмахран, эсӗ ҫав ҫӗрхине садра Джеральдпа курса калаҫни ҫинчен никам та пӗлмест. Джиованни Боллӑна-и? — Вуламан. Кукаҫейпе кукамай каллех хулана куҫнӑ. Ҫавӑн ҫинчен каласа панӑ чухне Роберт Грант Элен ҫине куҫӗсемпе ҫисе ярас пекех пӑхса тӑчӗ. — Ҫав шухӑшсене пуҫран хӑваласа кӑларма ҫук! — терӗ амӑшӗ хуллен. Пӳлӗме дворовӑйсемпе хресченсем кӗрсе тулчӗҫ, вӗсем, пурте куҫҫульпе йӗрекенскерсем, хӑйсен улпучӗн арӑмӗпе сывпуллашма килнӗ. Мӗншӗн пурӑнас? — Ҫук, мэм, Гукервильре, кунтан ҫичӗ мильӑра, юханшыв тӑрӑх анаталла. Вӑл, ҫав тери ҫилленсе ҫитнӗскер, темшӗн мана пальто ҫухине тӑратса яма хушрӗ. Аскӑнчӑк. Залра, яланхи пек, кӗрлени те калаҫни те ҫук. — Манӑн ывӑлӑм ҫапла, хӑйӗн мӑнаҫлӑхне пула, вунҫичӗ ҫул хушши ним шарламасӑр пурӑнчӗ… Ӑна вӗсем, татӑк-татӑк вакласа, чӗрӗллех ҫисе ярӗҫ. Михалаки куҫ харшине пӗрӗнтерсе илчӗ, тарӑн шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, каярахпа тин сӑмахӗсене тӑсса калама тытӑнчӗ: — Клеопатра — эллинсен сӑмахӗ, калама кирлӗ ӗнтӗ — грексен ячӗ. Хӑйсенчен виҫӗ хут йышлӑрах нимӗҫсем ҫине хӑюллӑн ыткӑнса, лётчиксем тӑшмана хамӑрӑн штурмовиксенчен аяккалла илсе каясшӑн тӑрӑшнӑ. Сӑмах май каласан, ҫак ӑс-хакӑллӑ та чаплӑ ҫынсенчен хисепле ӗҫсем тӑваканӗ король ҫуртӗнчи ҫӑмӑлттай та этем картинчен тухса иртӗхсе кайнӑ ҫынсемшӗн хаяр та пулма пултарнӑ-и тен. Вӗсемсӗр пуҫне кунта гравюрӑпа ӳкернӗ темиҫе картина пур: така тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Хозрев-Мирза портречӗ тата виҫкӗтеслӗ шлепке тӑхӑннӑ чалӑш сӑмсаллӑ темле генералсен портречӗсем. Кашни каҫах, хула вилнӗ пек ҫывӑрнӑ чухне, Артамонов юханшыв хӗррипе, пахчасем хыҫӗпе, тӑлӑх арӑмӑн Баймаковӑн садне вӑрӑ пек йӑпшӑнса пырса кӗрет. Вӑл ун енне ҫырса тултарнӑ хут татӑкӗ тӑсрӗ. Тоня хӑйӗн аллине Чужанин аллинчен кӑларчӗ те ҫырӑва вулама пуҫларӗ. Эпӗ ӑна тав турӑм та килӗшрӗм, пӗрле вӗренме килӗшнине эпӗ ӑна хисеп тунӑ вырӑнне хурса, хампа ун хушшинче тухнӑ хирӗҫӳшӗн вӑл каҫарасса шантӑм, анчах эпӗ: ман хваттер лайӑх, кирек епле пулсан та кашни хутрах пурте ман патӑма пуҫтарӑнччӑр, терӗм. Эпӗ ҫывӑрма выртма хӑтланса хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗм. Уйӑхран Корчагин Развалихин патне, района пырса ҫитрӗ. Мӗнле сире виҫсӗре те намӑс мар-ха ара? — Сигналӗ мӗнле пулмалла вара? — тесе ыйтрӗ майор. Унтан Никита:— Тихона салам кала, — терӗ. Эпӗ ҫывӑрса кайрӑм. Ну, сэр, мӗншӗн эсӗр паян каллех юлтӑр-ха? — Ҫыр, Карапет, формине пӗлетӗн! — аллипе сулчӗ Воропаев, вара иккӗшӗ те вӗсем, сӑлтавне пӗлмесӗрех, ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Вӑл хӑйне питрен хӗрӳллӗн ачашланипе вӑранса кайрӗ. Эс хӑвна ахаль козак тесе йышӑнчӗҫ тетне? ҫук, сан пуҫушӑн икӗ пин червонец пама пулнӑ». Итали астрономӗ Скиапарелли (1835 — 1910) нумай ҫул хушши Марса питӗ тимлӗн сӑнанӑ. Пӗчӗк те вӑйлӑ батарейӑсенчен скафандрӑн витӗр яман материйӗсем ҫумне явӑнтарса пралуксем ҫирӗплетнӗ. Ҫав пралуксем тӑрӑх ток пырса костюма ӑшӑтсах тӑрать. Ҫапла вара, тулта акӑш-макӑш сивӗ пулсан та, хӑрамалли ҫук. Анчах гетман вӗсем ҫине пӑхмарӗ те, кӑшт ҫеҫ пуҫтаян пекки турӗ те тӳрех запорожецсем патне пычӗ. — Пӗтӗмпех, хӑвна мӗн кирлине. йӑлтах туса паратӑп, яр ҫеҫ мана: ҫав хӑрушла хӗресе ан хурсам ман ҫине!» Ырламастӑп. Ҫавӑнпа та эсӗ, ҫав кӗсен-ҫӑпантан — харпӑрлӑхран пӗтӗмӗшпех тасалса ҫитмесӗр те партие ан кӗр. Тӗм те мана килӗшмерӗ: эпӗ унран йывӑҫ турӑм, йывӑҫран — капан, капантан — пӗлӗт, юлашкинчен вара пӗтӗм хута кӑвак сӑрӑпа варласа пӗтертӗм те ӑна тарӑхнипе ҫурса пӑрахрӑм, тӗлӗрсе илес тесе Вольтер кресли ҫине кайса лартӑм. Пӗр сассӑр тарӑхса пӑхрӗ Елена пӗр вӗҫӗмсӗр ӳкекен тумламсем ҫине. — Эсир кунтисем мар пулмалла? — тенӗ вӑл. Сана нимӗн те пулас ҫуккине ҫеҫ пӗлесшӗн вӗт вӑл. Астуса илнӗ пулсан, вӑл хӑй те сана унта яратчӗ. Вӗҫен-кайӑксен эртелӗсенчен кунта чарлансемпе тӑманасем, юрлакан дроздсемпе нырецсем пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ тӑват уран тӑтӑм, унӑн сӑн-питне уҫӑмлӑн курса, пуҫа утиялпа хупларӑм, ӑна пур енчен те хам ая ҫавӑрса чикрӗм, пӗр шӑтӑк юлми хупласан, выртрӑм та, ырӑ ӑшша туйса, тутлӑ ӗмӗтсемпе асаилӳсем ӑшне путрӑм. Чӑнах та: вӑл ют ҫӗршыв ҫынни, унпа нумай пулмасть паллашнӑ, ун ҫинчен хӑйӗн ҫинчен те, ун пурлӑхӗ ҫинчен те пӗлмеҫҫӗ; анчах вӑл хӑй йӗркеллӗ ҫын тата чухӑн мар иккенне кӑтартса пама хатӗр; кунта ытти вырӑс ҫыннисем те иккӗленмелле мар ӗнентерме пултараҫҫӗ. Шубин сиввӗн пӑхрӗ; анчах Елена ӑна тӗлӗнтерчӗ. Унтан Говэна куҫран пӑхса ҫапла ыйтрӗ: — Мӗншӗн эсӗ Святой Марк монастырӗнчи манашкӑсене ирӗке кӑларса ятӑн? Сан ҫинчен унта никам та пӗлмест-ха, тӗлӗнмелле пулать вӗт, сасартӑках: «Сӑмах Корчагин илет» тесен. — Ун пек тума пулать-и вара? — ӗненмесӗр, анчах шиклевлӗ сасӑпа ыйтнӑ Фома. Ҫав ҫурри ҫийӗннӗ хутсем ҫинче Мария-Терезия утравне мӗнле кӑтартса панӑ-ха? Аня Ступина вара ӑна интереслентерсе ячӗ. Ҫынсем майӗпен ҫак ҫамрӑк та ӑслӑ ҫынна хисеплеме пуҫларӗҫ, — мӗншӗн тесен вӑл пур япала ҫинчен те тӳррӗн те хӑюллӑн калаҫать, кашни чӑркӑш ӗҫех лайӑх тӗпчесе, ун ҫинчен тимлӗн итлет, вара ҫынсене пиншер ҫирӗп тӗвӗпе ҫыхса тӑракан вӗҫӗмсӗр вӑрӑм, пӗтӗмӗшле ҫипе шыраса тупать. — По ще-елям! Карап ҫинче ют та, ятарласа тунӑ нимӗнле хӳтлӗх те, ҫапла вара, пассажирсен каюти те ҫук. Эсир! Пирӗн моторсем те, самолетсем те, вӗренмелли ҫурт та, укҫа та ҫук. — Ҫапла, — хирӗҫлерӗ аннеҫӗм, — ҫапах та лайӑхрах. — Артурпа Монтанелли. Вӗсем кайсан Монтанелли сӗтел хушшине ларчӗ. — Пурне те пӗр тӑнпуҫ панӑ — шуйттан ӑҫталла туртнине чухлас пулать… Анчах халӗ путса вилчӗ те вӑл, ӑна шеллетӗп эпӗ, манӑн пурнӑҫ та пӗтӗмпех чухӑнланса юлчӗ… «Мӗншӗн тесен, ун хыҫне пӗтӗм ҫap пытанма пултарать, хырӑм хыҫӗнчен вара вӗсенчен нихӑшне те сӑнӑпа чикме майӗ ҫук!» Эпир вӗтлӗхе пырса кӗтӗмӗр. Унтан каллех, темӗнле шухӑшпа хӑраса урӑлса кайнӑ пек, старик ывӑлӗ ҫине тӗпчевлӗн пӑха пуҫланӑ. — Ӗҫе пикенӗпӗр! — команда пачӗ Джон Мангльс. Лампӑ ҫути ытла япӑх пулсан та, Огнянов хӗрарӑм куҫӗ куҫҫульпе йӑлкӑшнине асӑрхарӗ. Ҫак факт тӑрӑх пӑхсан, калас пулать: ҫавӑн пек лӑскава тивӗҫлӗ вӑл… — Эсӗ пит пӑшӑрханатӑн-им, Тоня? Эпӗ кухньӑран пӑхрӑм та шутлама тытӑнтӑм. Бюро заседанийӗ Цветаев пӳлӗмӗнче пуҫтарӑннӑ. — Вӑл ӗнтӗ ниҫта та кайманпа пӗрех. Хресчен ҫӗршывӗнче рабочисен партийӗ влаҫа хӑй аллине илесси ҫинчен ӗмӗтленет. Ҫывӑхрах пӗличчен эпӗ те ӑнланмастӑмччӗ. Сӑртпа ял хушшинче темиҫе ункӑ-ҫаврашка выртать. Эвелина куҫӗсенче хӗрхенӳ тата пӑшӑрхану палӑрать. Пӗтӗм тӗнчене юратма хатӗрччӗ эпӗ, — мана никам та ӑнланаймарӗ: эпӗ хайхи курайми пулма вӗрентӗм. — Пехилле, атте, — терӗ вӑл, — ку хӗре эпӗ хам шӑпана юратнӑ пек юрататӑп. Вӗсем мӗн кирлине ҫуррине те пӗлсе илейменнинчен тӗлӗнмелли те ҫук — вӗсене ҫав йӗпе сӑмсаллӑ Спэнглер ертсе пынӑ вӗт. Ыттине пурне те манӑн вара хамӑн шыраса тупмалла пулчӗ. Марийка урапа патӗнче ҫаплах-ха, хӑйӗн йӑмӑкӗпе — тин ҫеҫ хӗр пулма пуҫланӑ тӗксӗмрех сӑн-питлӗ те хӑй пекех хура куҫлӑ Файӑпа ыталашать. Канонада сасси, вӑйланса пынӑҫемӗн ӑна, магнит евӗр, хӑй патнеллех туртрӗ. «Ах, йӗксӗк, сана Николай Антоныч янӑ иккен-ха, — шухӑшласа илтӗм эпӗ. Вӗсем темиҫе минут хушши ним чӗнмесӗр ларчӗҫ, унтан Монтанелли Артур еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, аллине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ… Тепӗр кунхине каллех ҫапла пулчӗ. Тумтирӗсем ӑҫта кайнӑ? — Эпӗ ӑна кӑмӑла кайманни мана сахал интереслентерет, — терӗ пӗррехинче Мартини ҫилленсе. Иконин иртнӗ экзаменти пекех хӑюллӑн, хӑяккӑн сулӑнса пырса, суйламасӑрах ҫиелти билета илчӗ, ун ҫине пӑхрӗ те питне ҫилӗллӗн пӗркелентерчӗ. Хирӗҫсен те усси ҫук, ҫак пӗтӗм таврана капланнӑ ушкӑнран пӑрӑнса хӑтӑлма та май ҫук. Агафон Дубцов Лушкӑна лӑпланма ӳкӗтлесе пӑхрӗ, анчах унӑн ӗҫӗ малтанах ӑнӑҫсӑр пӗтсе ларчӗ. Ӗҫ-и вӑл? Паянхи кунчченех-ха казаксем хушшинче ак ҫакӑн пек сӑмах ҫӳрет: Хаяр Иван ӗмпӳ Терек ҫине килнӗ имӗш, Гребньӑран хӑй патне стариксене чӗнтерсе, вӗсене юханшыв ку енчи ҫӗрсене парнеленӗ, тет, туслӑ пурӑнма ӳкӗтленӗ тата хӑйне пӗтӗмпе пӑхӑнса тӑма та, тӗнне улӑштарма та ирӗксӗрлемӗп, тесе сӑмах панӑ пулать. Манӑн хам профессин тӗп мастерскойӗсене каяс килет, кунта манӑн гайка пушанчӑкрах пек туйӑнать. Вӑл сире авланмастӑп тесе сӑмах паман вӗт-ха? Ман учитель те мана ырӑ сунакан ҫын Хусанта академире, — астӑватӑп! Куратӑн-и, мӗн тӑвать! Апла пулсан, киле те пырса ан кӗр. Илмест! Вӑт истори… Ну, санӑн ывӑлу мӗнле? Кӑшт ҫеҫ уҫӑлнӑ, шал енчен икӗ сӑнчӑрпа ҫаклатнӑ алӑкран шӗвӗр сӑн-питлӗ карчӑк пуҫӗ курӑнчӗ. Ҫап-ҫутӑ уйӑх ҫуттинче вӑл хӑйӗн чи усал тӑшманне — этеме палласа илет. Марья Николаевна, пуҫне хыҫалалла пӑрса, Санина хӑй патне куҫӗсемпе чӗнсе илчӗ. О, ӑшӑ та ҫутӑ кунсем! …Мана унчченхи пекех лайӑх, — хушӑран-хушӑран кӑна кӑштах хурланатӑп. Радка тата, Радка? Горева коридорта хӑй кама тӗл пулни ҫинчен каласа пачӗ. — Ҫапла, — терӗ Реде. Чуралӑхра пӗрисене ирӗксӗрлесе ӗҫлеттереҫҫӗ те унпа теприсем усӑ кураҫҫӗ. Вӑл вӗтлӗх тӗлӗнче йывӑҫсен айне чарӑнса тӑнӑ та Аламӑн чӑнкӑ ҫырӗнче курӑнса ларакан кипарисӑн тӗксӗм тӑрри ҫине ирӗксӗрех пӑхса илнӗ. — Ҫук пулсан, никама та лаша памалла мар!.. — Ӗҫсем ҫапла ҫавӑрӑнса килчӗҫ, тусӑмсем, — эпӗ сирӗн хушша тавӑрӑнтӑм та стройра халь каллех хам вырӑнта тӑратӑп. Эпӗ, бинокль витӗр пӑхса, Нильс кӗсменсене пуҫтарнине, хӑйне пулӑшма пыракансем ҫине мӗскӗннӗн пӑхнине куртӑм. Урисем ӑна итлемерӗҫ. Ҫынсем нумай пулнӑ, подъезд патне час-часах лашасем те чупса пынӑ, анчах йытӑсем курӑнман. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Егорушка унӑн качака сухаллӑ вӑрӑм хӗрлӗ питне тата сылтӑм куҫӗ айӗнчи губка пек мӑкӑльне асӑрхаса юлчӗ. Ман разведчикӑн халь пӗр япалана йӗрлесе пӗлмелле, ҫавӑнпа пӗтӗм участокӗ унӑн распоряженийӗнче пулма кирлӗ, — тенӗ майор. Прери тӑрӑх ҫул ҫӳрекенсем, ӑраснах кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ хушшинчи Техасӑн прерийӗ тӑрӑх ҫӳрекенсем, сайра-хутра ҫеҫ ун тискер илемне пӗччен пӑхса киленсе ҫӳреҫҫӗ. Кукамай кӑвак кофтӑпа, хура юбкӑпа тата пуҫне шурӑ тутӑр ҫыхса, ҫӗр ҫийӗпе кусса ҫеҫ пырать — ун хыҫҫӑн хӑваласа ҫитме те хӗн. — Э, эсӗ кунта-ҫке! — терӗ кукамай, хӑйӗн кресли ҫинче ҫаврӑнса. Эпӗ ӑна эсӗ кунта иккенне калаймарӑм. Юрать-ха, Огняновӑн чӗри хӑй шухӑшласа кӑларнӑ сисӗмпе кӑна суранланчӗ, Рада ӑна ним чухлӗ те улталаман. — Ҫапла пулмасӑр, аттеҫӗм, Егор Дмитрич, ҫапла пулмасӑр. «Сӑмах патӑм-ҫке-ха эпӗ!» вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче. Вӑл килет-и кунта? «Анчах халӗ вӑранаймастӑпах ӗнтӗ», тесе, эпӗ пӗр пӑшӑрханмасӑр шухӑшласа тӑтӑм. Ҫитменнине тата, чӑтмалла мар шӑрӑх, ҫакӑ ӗҫе-пуҫа пушшех кӑткӑслатать. Вӑл шутлани тӗрӗсех пулчӗ. Мулла мечӗтри йывӑҫ пусма ҫине хӑпарса тӑчӗ. Шалта ҫутах. Ку ӗнтӗ вӑл ман доклада пырасса пӗлтерет-ха, хӑйне вӑл манпа ӗмӗр-ӗмӗр юлташлӑ тетересшӗн, килӗшӳ сӗнет вӑл мана. Эпӗ Зинаида атте хыҫҫӑн мӗнле пӑхса юлнине куртӑм. Каярахпа, эпӗ тӗрӗс калани курӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах пура ӑшӗнче чӑтма ҫук шӑрӑх пулса ҫитрӗ. Кӑнтӑрлахи хӗвел карташӗнчи хӑйӑра хӗртсе ҫитерчӗ. Манӑн пуҫра темӗнле хӑрушла шухӑш тухса тӑчӗ. — Эсир шутласа кӑларнӑ цифрӑсем тӗрӗс пулсан, эпир ӗнтӗ текех Исланди тӗлӗнче мар эппин, — терӗм. Ҫав йӑлана вӑл хытӑ тытса пырать. Хӑй курнӑ картина лашан кӑмӑлне килмерӗ пулмалла. Анчах кирлӗ пулсан, эпӗ ӑна хамӑн лашана пама пултаратӑп, пӗрре те хускалмасан мана часах шӑнӑр туртса хутлать, — терӗ. Хам мӗн тӑвасшӑнне эпӗ хам та калайман. Вӑхӑтлӑха. Садра мӗн пулса иртнине тата унччен малтан мӗн пулнине ҫеҫ унтан пытарса хунӑ. Ҫапах та вӑл аптраса ӳкмерӗ, хӑй хваттершӗн тӳлеме хатӗрри ҫинчен ӑнлантарса парасшӑн пулчӗ, анчах карчӑк ӑна каласа пӗтерме памарӗ. Ҫак вӑхӑтра Дуняша, чӳрече ҫине пӗр пус хурса, ун ҫине чӗлӗм тивертмелли ҫунакан ҫурта майлаштарса лартрӗ. Анчах Халл капитан вӗсен пулӑшӑвне йышӑнаймарӗ — кита хӑваланӑ чухне чи ӑста моряксем ҫеҫ вельбота лапах тытса пыма вӑй ҫитереҫҫӗ. Иккӗмӗш ротӑра ҫынсем «Отче наш» пӗлмерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗнче, сапаланчӑк строй пирки ыйтсан, офицерсем хӑйсем те арпашӑнса-пӑтрашӑнса кайрӗҫ, тӑваттӑмӗшӗнче пӑшал мелӗсене тунӑ чух темле салтак тӑнран кайса ӳкрӗ. Анчах Маякин пукан ҫинче тӳрленсе ларнӑ та, Фома пекех ахаллӗн, лӑпкӑн:— Пӗлетӗн-и — эп санпа мӗскер тӑвасса? — тесе хунӑ. Кӗтмен ҫӗртен унӑн пичӗ ҫинче ҫӗнӗ пӗркеленчӗксем палӑрчӗҫ, куҫӗсем шаларах путса кӗчӗҫ, кулли улшӑнчӗ, пӗтӗм пичӗ ҫав тери сӑнсӑрланса кайрӗ те маншӑн аран-аран палламалла пулса тӑчӗ. Том интересленсе тата пӑшӑрханса вӑл мӗн тунине сӑнарӗ. — Гурка каларӗ, сан Дунайку Фомушкинпа ҫӳрет, тет, — терӗ сасартӑк Назарка. — Пурне те персе пӑрахӑр. — Бом-бромсӗлсене хӑпартӑр! Хӑвӑрт! Вагон площадкисемпе буферсем ҫинче, Уманьпе Винницӑран тухнӑ хӗрарӑмсем, хӑйсен хутаҫҫисем патӗнче ларатчӗҫ. Вӑл амӑшне хыттӑн ыталаса илчӗ, чуптурӗ, ҫакӑн пирки пӑшӑрханса кайса, хӑйне телейлӗ туйнипе амӑшӗ макӑрса ячӗ. Тӗрӗссипе каласан, артиллерийӗ пӗтӗмпе те черешня йывӑҫран тунӑ тупӑ кӑна ӗнтӗ. Ҫак туппа вара улӑп пек ҫӳллӗ ҫын хул пуҫҫи ҫине хурса йӑтса килет. Эпир ҫапӑҫма пуҫларӑмӑр, галлерейӑран вӑл мана лавкана тӗртсе кӗртрӗ те, пӗрмай урайӗнче тӑракан пысӑк турӑшсем ҫинелле тӗксе ӳкерме хӑтланчӗ, — вӑл ҫавна тума пултарас пулсан, эпӗ кӗленчисене ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, чӗнтӗрленисене хуҫса тӑкнӑ пулӑттӑм тата хаклӑ иконсене чӗркелесе пӗтереттӗм пулӗ. Мана хӑрушӑ, эпӗ юн тымарсем хӑвӑртрах тапма пуҫланине сисетӗп. Анчах та казаксем ун сӑмахӗсене хӑлхана та чикмерӗҫ пулас, вӗсем Лукашка мӗн каланине кӑна итлерӗҫ тата ун ҫине кӑна пӑхрӗҫ. Электрика час-часах Анна патӗнче куркала пуҫларӗҫ. Пӗр-пӗринпе нумайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн вӗсем пурте пӗр кӑмӑлпа мана рельплюм сколькатс тӗсе йышӑнчӗҫ; вӑл «ҫутҫанталӑк вӑййи» тени пулать, урӑхла, ҫутҫанталӑк законран пӑрӑнса тунӑскер тени пулать. Капла татса калани Европӑри ку чухнехи философи шухӑшӗпе пит килӗштерет. Паллах, пирӗн философсем ҫутҫанталӑка тӗпчесе пӗлнӗ чух тӗл пулакан йывӑрлӑхсене пурне те ӑнланма йывӑр тӗлӗнмелле явлени ҫине тайӑнса ӑнлантарма хӑтланаҫҫӗ. Кунта, паллах, этем пӗлӗвӗн пит пысӑк прогресӗ палӑрать. Пӗр сӑмахпа каласан, вак производитель, техникӑлла пӗлӳсӗр, капиталсӑр ҫапкаланаканскер, ҫавӑн пирки хӑйӗн производствине техника ӳсӗмӗпе килӗшӳллӗн лайӑхлатса пыма пултарайманскер, ҫавӑн пек производитель — ҫӗршывӑн инкекӗ, ҫӗршыв суту-илӗвӗн паразичӗ ҫеҫ пулса тӑрать… — Юрать-ха, — хушса хучӗ Гленарван, — ку кӗленчене акула вӑхӑтра ҫӑтса ӗлкӗрнӗ те, ӑна пирӗн «Дункан» ҫине илсе ҫитерчӗ: ҫак ҫӗрсе кайнӑ пропкӑпа кӗленче, кирек мӗн пулсан та, тинӗс тӗпне анса ларнӑ пулӗччӗ. Исидора уҫланкӑра нумаях тӑмасть. Сӑнаканшӑн алла «тӳпе» япалин татӑкне тытса пӑхма май килни ытла та илӗртет. Мӗнле-ха капла вилӗм ҫывхарса килчӗ? Ҫӳлте тӗтреллӗ курӑнакан уйӑх ҫути ҫӗр ҫинче металл пек йӑлтӑртатать. — Кайма пултаратӑр, — тенӗ председатель, хыпӑнса. — Эсир каплах хӑтланатӑр пулсан, сире эпӗ пурне те залран кӑларса яма хушатӑп, — тенӗ вал суд курма пынӑ халӑха, асӑрхаттарса. Ку ҫапкаланчӑксем кам иккенне судӑн пӗлме вӑхӑт ҫитсен, вӑл Бриксвила ҫын ятӑр та ҫав ҫын унта «Король Жирафӗ» кӑтартнӑ актерсене тытни ҫинчен каласа патӑр, кунта свидетельсем яма ыйтӑр, — вара, Мери мисс, куҫ хупса иличчен пӗтӗм хула халӑхӗ кӗпӗрленсе ҫитет. Оленин ун хыҫӗнчен утрӗ. — Чӑн-чӑн киревсӗрлӗх шӑпах ҫын ҫапла шухӑшланинче-ҫке-ха! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Час кӑларса яраҫҫӗ-ши вӗсем сана? — кӳренсе, ҫилӗпе калаҫма тытӑнчӗ вӑл. «Макари» пӗрмаях Оклендпа Эдем хушшинче ҫӳрет, ҫавӑнпа та Билль Галлей кунти вырӑнсене йӑлт хӑнӑхса ҫитнӗ, сӑнав-таврашсене тӑвасси унӑн асӗнче те ҫук. Онбаши кӑштах пӑлхарла пӗлетчӗ, анчах Мунчо тытӑнчӑклӑн калаҫнипе нимӗн те ӑнланмарӗ. Петр, кӑмӑлсӑррӑн кулса:— Сӑмах юрату ҫинчен мар, ӗҫкӗ ҫинчен пычӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ. Тупа туса калам-и сана? Паянхи Ҫӗнӗ Зеланди Гленарван ҫыран хӗррине ҫитсессӗнех Оклендалла ҫул тытасшӑн пулчӗ. Карапсем хупӑ куҫсемпе кулакан Магацитлӑн улӑпла статуйин урисем тӗлнелле тӳперен ӳкеҫҫӗ. Халӗ пӑх: улпутне те пурӑнма начар, мужикне те аван мар. — Тыт аллусемпе! Гремячий Лог хуторӗнчи пурнӑҫ каҫма йывӑр чӑрмав умӗнче икӗ уран тӑнӑ чӑхӑмҫӑ лаша пекех хирӗҫсе кайрӗ. Культурӑллӑ пулсан, мӗн ҫине хурса панӑ, ҫавӑнтан ҫи, мӗн тыттарнӑ, ҫавӑнпа шӑлӑн, мӗншӗн тесен салфеткӑсем пирӗн ӗмӗрне пулман, турилккесене вара карчӑк пурне те ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ. Мӗн шухӑшлатӑн вара, — аван, тетӗн-им капла? — Бенито, тусӑм, эпӗ сана пӗр ӗҫ тума ыйтасшӑн. Урам тӑрӑх, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, пӗр шавсӑр чакаҫҫӗ салхулланнӑ красноармеецсем. — Час-часах… ия, час-часах шел туйӑнать. Анчах казачок паҫӑрах ӗнтӗ подноспа графина илсе кайса вырӑнне лартрӗ, юлнӑ селедкӑна ҫисе ячӗ, хӑй вара улпучӗн пальтовӗ ҫине хутланса выртса, ҫывӑрса кайма та ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, Увар Иванович вара, ҫаплах чармакланӑ пӳрнисемпе сӑмса тутрине хӑй умӗнче тытса, унчченхи пекех е чӳречерен, е урайне, е стенасем ҫине тинкерсе ларчӗ. «Пӑтраштарни», «ырӑ ят», «лояльнӑй тивӗҫ» тенӗ сӑмахсене каҫхинех астуса тӑраттӑм-ха. Нумай ун пек чаплӑ ҫынсем пирӗн хушӑра. Профессор ҫакна каласа, хӑй пӗрмаях хронометр ҫине пӑхса асӑрхарӗ, вӑл малтанах пӗлсе калани тепӗр хут тӳрре тухрӗ. Хӗрсе кайсан эпӗ питӗ пуҫтах, кунта вара ман ҫул ҫине никам та ан тӑтӑр! Унтан такам, сассине улӑштарса: «Кам килет?» — тесе ыйтрӗ. — Хӑратап! Эпӗ ӑна диван ҫинче ҫывӑрма канлӗ мар пуласран хӑратӑп. — Эсӗ-и ку, Элиав? — алӑкран шӑп-шӑпӑрттӑн кӗрсе тӑнӑ яшран ыйтнӑ майра-патша. — Маншӑн усӑлли нимӗн те ҫук ӗнтӗ! — терӗ вӑл, ӳслӗкпе антӑхса кайса. Тинӗс ҫийӗнче яланах сирӗлми тӗтре. Кирек кам та ман вырӑнта ҫаплах тунӑ пулӗччӗ. Урӑх ҫулпа кайма та май ҫук. — «Феличе Риварес, ун урӑхла хушамачӗ — Пӑван. Анчах хӗрсем шахтӑсенех каятпӑр, терӗҫ. Вӗсен клеенкисем кивелсе пӗтӗмпех юрӑхсӑра тухнӑ, таянмалли хыҫӗсем хыҫалалла илемсӗррӗн авӑнса аннӑ, ҫавӑн пирки вӗсем тенкел пек мар, ача ҫуни евӗр туйӑнаҫҫӗ. Эпӗ ӑна тӗл пулкаланӑччӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, ирӗк парӑр мана? — сасартӑк пуҫне йӑтса ыйтнӑ Фома. Унӑн куҫӗсем ялкӑшса тӑнӑ, Маякин ун ҫинчен хӑйӗн куҫӗсене сирнӗ. Разметнов, ахӑртнех, Варя пирки нумай шухӑшланӑ пулас, халӗ вӑл, хӑйпе килӗшессе шансах, калаҫма пуҫларӗ: — Вӑл — ҫӗре кӗнӗ Ҫемен ҫураҫнӑ хӗр. Юлашки кунсенче пулса иртнисем ӑна пӗтӗмпех ӑнлантарса пачӗҫ пулмалла, — тен, Бенедикт пиччӗш «Африка» тесе вырӑнсӑр персе яни пурне те ӑнланма пулӑшрӗ пулӗ. Паллах, хирӗҫ! Утӑ ҫулакансене пурне те пиртен салам кала, курӑка ватӑлма ан паччӑр вӗсем, валемсенчи утӑ ытлашши ан типсе кайтӑр. Радиотехникӑна кӑштах чухлакан Гвоздев наушниксен ӑшӗнче темскер улӑштаркаларӗ те, халӗ вӗсем пӗтӗм палатӑна илтӗнмелле ҫухӑрчӗҫ, юрларӗҫ. Унра пӗр кӑмӑл — Медынскаяна мӑшкӑл тӑвасси, епле те пулсан кӳрентересси ҫуйхӑннӑн вӑркаса тӑнӑ. Вӑл вара, чӳпӗкле пулнӑшӑн хӑйне хӑй ӑшӗнче ятласа, пахча йӑранӗсем ҫумӗпелен кукӑр-макӑр та лӗнчеке утӑмсемпе хӑярсемпе купӑстасене тапта-тапта пыракан Веткин хыҫӗнчен ӳркевлӗн сӗнкӗлтетрӗ. Spazzette! щетка пулмасӑр, пур! Каясса вӗсем кайнӑ та, анчах праҫник кунӗ пурпӗрех ӗҫлемеҫҫӗ! — Калӑпӑр, сире ӗмӗр-ӗмӗрлӗхех тӗрмене хупса лартнӑ, эсир пӗтӗм пурнӑҫӑр тӑршшӗпе ҫурӑкран пурӗ те кивелсе ҫийӗннӗ ик кирпӗче ҫех курса тӑраятӑр… ҫук, ун пек те мар-ха, калӑпӑр, сирӗн тӗрмӗрте пӗр хӗлхем ҫутӑ, пӗр сасӑ пӗрчи ҫук — нимӗскер те! Вӗсем Везувий ҫывӑхне пурӑнма вырӑнаҫса ларнӑ ҫынсем евӗрлӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, запорожецсен укҫа пӗтсе ҫитсен, вӗсем, харсӑрскерсем, лешсен лавкисене ҫапса ҫӗмӗрсе мӗн кирлине яланах укҫасӑрах илнӗ. Каҫхи апат умӗн эпир ватӑ Том ӳтне хӑйӑр айне пытартӑмӑр. Унтан виле тӑпри умӗнче кӑштах ҫара пуҫӑн тӑтӑмӑр. Кӑна усра, — терӗ вӑл. Пичче хӑй те тӗлӗнсе, мана та тӗлӗнтерсе ҫапла вуласа тухрӗ:Эпӗ сана пӗтӗм чӗререн юрататӑп, хаклӑ Гретхен. Мӑнаккуна тав ту: эпӗ сана каҫартӑм… Юлашки хут Хӗвел тӗттӗмленни пирӗн ҫӗршывра 1954 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче пулнӑ; ун чух Хӗвел пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленсе икӗ минут хушши тӑнӑ. — Уҫӑ сывлӑшра? Пуласса вара пит аван пулчӗ: Джим пашалӑва ҫыртрӗ те чутах шӑлне катса пӑрахмарӗ. Ай, шеремет Джимӗ. Хӑй пурпӗр нимӗн те палӑртмарӗ, чустана пӗр-пӗр чул катӑкӗ лекнӗ пек ҫеҫ турӗ, ун пекки пулкалать-ҫке-ха, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ытти апат-ҫимӗҫе тӑруках ҫӑвара хыпмарӗ, малтан виҫ-тӑват тӗлтен вилкӑпа чике-чике пӑхрӗ. Уйӑрӑласси — чи ыратакан вырӑн пулни, ун ҫинчен пур кил-йышӗ те шухӑшлани паллӑ пулнӑ, анчах вӗсем ҫынсем умӗнче хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен калаҫман. Пурнӑҫ вӗресех хӑпарчӗ, ҫак ҫуркунне вӑл пуриншӗн те кӑсӑклӑрах пулчӗ, пуриншӗн те мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала илсе килчӗ, пӗрисене — пӑлхавҫӑсене хаяррӑн вӑрҫса тӑрӑхламалли сӑлтавсем хушса пачӗ, теприсене — ӳлӗм мӗн пулассине уҫҫӑн пӗлменнипе шухӑша ячӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсенче шанчӑк ҫуратрӗ, виҫҫӗмӗшсене — вӗсем пуринчен сахалтарах-ха, — хӑйсем пурне те вӑратса ҫӗклентерекен вӑй пулнине туйни чӗререн савӑнтарчӗ. Ман сӑмаха асра тыт: ҫапӑҫакан автан кикирекки яланах юнлӑ… — асӑрхаттарчӗ Осетров. Мӑлатук хӑвӑртлӑхӗ сикекен ҫын хӑвӑртлӑхӗнчен, снаряд хӑвӑртлӑхӗ мӑлатук хӑвӑртлӑхӗнчен ытларах, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫӳлерех хӑпарма пултарать те. Сирӗн батальон — сутӑнчӑксен батальонӗ. Халь вӑл кӑмакаран вӗҫсе тухрӗ те, вӗсен ҫулӗ урлӑ чупса каҫрӗ, унтан та кунтан шӑнса ларнӑ юра хускатма тытӑнчӗ. — Вӑрӑма пычӗ-и вара вӗсен телейӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Вӑл леш тӗнчене каймалли экспедици пулнӑ пулсан тата хӗпӗртесерех тытӑннӑ пулӗччӗ, — терӗ Вышимирский. Венерӑн та Уйӑхпа Меркуринни пек фазӑсем пулаҫҫӗ. Анне, ырханланса, ҫамрӑкланса кайнӑскер, вӗр-ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑ, чечеклӗ ҫӗне тутӑр ҫыхнӑскер, пире лав тытсах киле илсе таврӑнать… — Вӗрентекенӗм ҫапла калатчӗ: «Сана ХАО пӗтерет». Купсасем, турӑшӗсене ватас мар тесе, ҫуран утнӑ, утӑ ҫулакансемшӗн ку пушшех меллӗ пулнӑ… Мэри ҫине тӑрсах Тома тепӗр хут ҫӑвӑнтарма тапратрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара Том йӑлтах чӑн-чӑн ҫын, Мэрин шурӑ питлӗ тӑванӗ пек пулса тӑчӗ: йӗпе ҫӳҫне щеткӑпа тураса якатнӑ, кӗске ҫӳҫ кӑтрисене хитрен те симметриллӗ вырнаҫтарса хунӑ. Ломоносов Венера иртсе кайнине обсерваторинчен те мар, хӑй тунӑ телескоп витӗр хӑй хваттер чӳречинчен сӑнанипех витӗр курни питӗ тӗлӗнтерет! — Тепӗр ҫӗнӗ хыпар та пур. Командир мӗнпур ротӑра офицерсенчен мӗлке-кӗлетке каснине ыйтать. «Ман хыҫҫӑн пыратӑр пулсан, айтӑр эппин ман хыҫҫӑн!» терӗ Тарас. — Ҫапах та, Никита хӑйӑра ҫӗнтернинчен тӗлӗнмелле. Пана суяс пулсан, жида йытта ҫакса вӗлернӗ пекех ҫакса вӗлерессине эпӗ пӗлместӗп-и вара?» Хамӑн ӑҫта кайса кӗмелле пулать-ха тата? Геркулес, кӗсменпе хӑватлӑн авӑсса илсе, кимме ҫыран патнелле ҫавӑрчӗ. Эпӗ сире — Ниловна, тесе чӗнӗп. Геройсене, тӑванӑм, пулӑшакансем кирлӗ. — «Нихҫан та!» Тырӑ тиенӗ ҫӗртен апрель уйӑхӗнче ишсе тухса, майӑн пӗрремӗш кунӗсенче пӑрахут ҫитес ҫӗре ҫитнӗ, вара парӑшсене ҫыран хӗррине якӑрсемпе ҫирӗплетсе лартса, хӑй те вӗсем ҫумне пырса тӑнӑ. Манӑн София, тумланнӑ чухне ытлашшипех хирӗҫет пулсан та, бала кайма питӗ хавас. Марийка вӗсем ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те:— Авӑ вӗсем каласа парӗҫ! — тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл темле тӳрех лӑпланма пултарчӗ, ҫавӑнпа та халӗ, казаксем пӗр шавсӑр ун майлӑ пулнине туйса, лӑпкӑ та сӗмсӗррӗн кулать, тарӑн путӑкра ларакан кӑвак куҫне хӗсет. Джон Стюарт Милль англичанин та ҫакӑн пирки ҫавнашкалах каланӑ, терӗ вӑл. Сасартӑк Андрей кӗлеткине каялла ячӗ, аллисемпе урайне тӗренчӗ, кӑштах хӗрелнӗ куҫӗпе амӑшӗпе ывӑлӗ ҫине тинкерчӗ, унтан, куҫне мӑчлаттарса, хуллентереххӗн:— Лайӑх ҫынсем эсир, — чӑнах! — терӗ. Сайра хутра анчах калаҫать; анчах пӗр эрне каялла хӑй тӗллӗн пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ. Яланах: илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. Ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫуталсан, лавсем хускалми пулнӑн, лавҫӑсем хытса ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, Васьӑн ҫӗкленӗ урине вара ҫывӑрса кайнӑ тейӗн… Анчах вӑл ҫав тери ҫамрӑк, ҫав тери пӗччен пулнӑ, Николай Петрович хӑй те ҫав тери ырӑ та йӗркеллӗ пулнӑ… Эсӗр хӑвӑр ҫырӑвӑрта асӑннӑ повеҫсемсӗр пуҫне Иван Петровичӑн алҫырусем тата та нумай пулнӑ, вӗсенчен хӑшӗ ман патӑмра, хӑшсене унӑн ключници; тӗрлӗрен килти ӗҫсем валли тыткаласа пӗтернӗ. Вӑл пӗр утӑм аяккалларах сиксе тӑчӗ те, сасартӑк хӗрлӗ вут-ҫулӑм мана суккӑр туса пӑрахрӗ, ман пӳрнесене, сӑмсасене, куҫ харшисене ӗнтсе ячӗ; тӑварлӑ кӑвак тӗтӗм ачхулаттарса ӳсӗрттерме тапратрӗ; суккӑр пулса хӑраса ӳкнӗскер, эпӗ пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑраттӑм, салтакӗсем мана тачӑ ункӑ пек хупӑрласа илсе хӗпӗртесе хыттӑн ахӑлтатса кулатчӗҫ. — Юрать, ун пек пулсан кая юлмасть, — терӗ Говэн. Пӗр шурӑ ҫӳҫлӗ, татӑк козырёк картузлӑ красноармеец Якименко ҫеҫ тӗлӗнсе:— Эс ҫунмастӑн вӗт? Том ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмен, кайрантарахпа вара ҫапла каланӑ:— Бекки, эпӗ мӗн калас тенине эсӗ итлеме пултаратӑн-и? Унта, инҫетри-инҫетри пӗлӗтсемпе горизонтӑн тепӗр енче, кунтан курӑнман хӗвел питӗнче, шалти вут-хӗмпе тулнӑ пӗлӗт катрамӗсемпе хупланнӑ, куҫа йӑмӑхтарса шартакан тӗлӗнмелле чаплӑ хула ҫиҫсе ларнӑ пек кирек хӑҫан та. Акӑ вӑт, пур манӑн пӗр япала: хаклӑ чулсенчен тунӑ мӑй ҫыххи, эпӗ ӑна ҫак кунсенче Розенштраухран туянтӑм; анчах пӗлместӗп, юрать-ши? Урӑх хӗрарӑма киле илсе килӗн, — ан тив, вӑл турӑ ячӗпе пирӗн ывӑлӑмӑра хӗрхентӗрччӗ. — Мӗн — тӳнсе кайнӑ эсӗ, выртатӑн? Унӑн кӑкӑрне тата та йывӑррӑн туйӑнса кайрӗ. Ҫак тӗлтен кашни ҫулах тӗрлӗ нацисен пӑрахучӗсем вунпилӗкшер пин иртсе каяҫҫӗ. Вӑрансан та час хускалмарӗ, чылайччен месерле, тӳпери тӗксӗм пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртрӗ, ҫав хушӑра вӑл хӑйӗн хырӑмӗ выҫӑ иккенне туйса илчӗ. Вӑл хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ те азотейӑна хӑпарчӗ. Разметнов пахча еннелле ҫаврӑнса:— Ачасем, чарӑнӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ. Апла пулсан, вӗсемпе калаҫса сӑмаха сая яма та кирлӗ мар, ҫапла анчах тумалла: каларӑн-татрӑн та — ӗҫӗ те пӗтрӗ! Давыдов, кулкаласа, шанчӑкне ҫухатнӑ ҫын пек, аллине лӑштах сулчӗ. Ячейка хӑй ӗретне ҫӗнӗ юлташа илни ҫинчен Тая сӑмахне итленӗ май Павел хӑйӗн партири малтанхи утӑмӗсене аса илчӗ. — Саня, мӗн пулнӑ сана? Авӑ мӗнле иккен вӑл тӗрӗслӗх влаҫӗ! Йӗпхӳ ҫумӑр пӗрӗхет. Утма, чӑн та, ҫӑмӑл иккен. — Мӗншӗн апла? Манӑн сведенисем пур, ҫав сведенисем Генри Пойндекстера юлашки хут хӑҫан курни ҫинчен тата вӑл хӑш еннелле кайни ҫинчен каласа пама пулӑшаҫҫӗ пулӗ», тенӗ. Чӗлхине акӑлчанла аран ҫавӑрса, нимӗҫ ҫапла каласа панӑ. Шӑпамӑр ҫапла пире каллех Кавказра пӗрлештерет-ши, е мана курас тесе ятне кунта килнӗ-ши вӑл?.. Акӑ, хирӗҫлесе, пуҫне хуллен сулкаларӗ. Питӗ ҫӑмӑл-ҫке ку. Аннӗр пек канаш паратӑп сире, ыйтатӑп, тархаслатӑп — хӑвӑр чӗрӗртен пуҫне никама та ан итлӗр! Турӑҫӑм! Пӑшӑрханать вӑл, кил ҫинчен шухӑшласа пӑшӑрханать. Вӗсене палланӑ сасӑ шӑхӑрса саламларӗ. Телее, вӑрманта, вӑл сайралчӗ пулсан та, чылаях сулхӑн. Эпӗ чи лайӑх енчен курӑнатӑп Кӗнекене вулама чарӑнса, чей ӗҫме лартӑмӑр та, хӗрарӑмсем, хӑйсем мана ӑшшӑн йышӑннӑ пулин те, миҫе ҫула ҫитни, обществӑра мӗнле вырӑн йышӑнни тӗлӗшпе манпа вӗсем хушшинче уйрӑмлӑх пуррине систересшӗн пулнӑн (мана ҫапла туйӑнчӗ), эпӗ пӗлмен ҫынсемпе ӗҫсем ҫинчен калаҫу пуҫарчӗҫ. Кӑвакҫут килсен, отряд каллех ҫул ҫине тапранчӗ. Ирхи апат туса тӑмарӗҫ, мӗншӗн тесен майор нимӗн те тытаймарӗ. Чертокуцкий алкум ҫинчен анса кӗсре хыҫне пырса тӑчӗ. Вӑл хӑйне хӑй чармасӑр, сасартӑк вӗресе хӑпарнӑ тарӑхупа, пусӑрӑнчӑкрах сасӑпа:— Хурахсем, чуниллисем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ҫавӑнтах ӗсӗкленӗ пек нӑшлатса илчӗ. Вӑл качча кайнӑ та, хушамачӗ те иккӗллӗ. Пичче кабинетӗнчен тӗлӗнсе анӑранӑ ҫын пекех тухса кайрӑм. Айӑккинчен пӑхса тӑракан ӑна ӗҫе татса паракан хаклӑ япалана тӗрӗслекен следователь тесе каламалла. Анчах «Хопп» капитанӗ питӗ усал ҫын пулнӑ, мӗскӗн робинзонсене вӑл борт ҫине илмен. Леҫсе памалла пулсан, памаллах ӗнтӗ ӑна, мӗн турткаланса тӑмалли пур унта, — кинӗ майлӑ пулчӗ Аким мучи. Унран допрос хыҫҫӑн допрос тунӑ, ӑна хӑратнӑ, ӳкӗтленӗ, тӗрлӗ чеелӗхсем шухӑшласа кӑларнӑ, анчах арестленӗренпе те ӗҫ ним чухлӗ те малалла кайман. Ҫак каҫхине, ҫил-тӑман кашласа шӑхӑрнӑ май, вӑл хӑй пӗччен пулнине, хӑй ытти ҫынсенчен уйрӑлса кайнине тарӑннӑн тавҫӑрса илнипе пӗрлех, хӑй ҫын вӗлернине тӳрре кӑларакан, ӑна мӗншӗн вӗлерме кирлӗ пулнине ӑнлантарса паракан сӑлтав пекки шухӑшласа тупрӗ: вӑл пӑсӑлса кайнӑ ачана, Ильян хӑрушӑ юлташне, хӑйӗн ывӑлне юратнипе, уншӑн хӑранипе вӗлернӗ. — Авалтараххи ҫук-и? Кӑштах тӑхта, ан кӗр Колхоз хуҫалӑхӗнчи мӗнпур йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ эпир хаяррӑн кӗрешме тытӑнатпӑр, сӳсменсене пурне те виҫене кӳрсе майлаштаратпӑр. Ямшӑк ӗшеннӗ учӗсене хула хӗрринчи пӗртен пӗр чул ҫурт хапхи умне шырса тӑратрӗ. — Эп сирӗн пата килтӗм, — эсир юрланине илтрӗм те… Малалла мӗн пулса иртнисем пурте пӗр виҫӗ минут хушшинчех пулса иртрӗҫ-и тен. Кирек мӗнле ҫӗнӗ ҫынна курсан та, Санкт-Петербургра, пӗчӗк те чухӑн хулара, унпа пурте интересленнӗ. Эпир чи пуҫламӑш ҫӗр сийӗсенче пыратпӑр: пирӗн умри тӑпрара металсене уйӑрса салатакан хими процесӗ пулса иртнӗ; ҫав металсем сывлӑшпа шыва сӗртӗнсенех хӗрсе, шӑранса, вут хыпнипе ҫулӑмланса кайнӑ пулмалла. Вӑл чӗтрекен сасӑпа ҫиес килменни ҫинчен пӗлтернӗ те ашшӗ-амӑшне ыр каҫ суннӑ. Арӑмӗ хӑй ывӑлӗ ҫине мухтаннӑ пекле пӑхкаласа, шкапран пӗр пӗчӗк кӑвак кӗнеке, Андрейӗн ӗҫкунӗсене ҫырса пынӑ кӗнекене туртса кӑларнӑ та упӑшки умне хунӑ: — Акӑ, пӑх! Систерсе калани питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пулин те, ҫав систерӳре темӗн кӳренмелли, хисепе хуманни пуррине Воропаев чухласа илнӗ, Романенко шинелӗпе танлаштарсан, унӑн шинелӗ питӗ япӑх, пӗртен пӗр атти те питӗ кивӗ, колхоз парнеленӗ протезӗ те ҫав тери кӑнттам. Пурте шӑпах пулчӗҫ. Ҫак проекта пурнӑҫланипе укҫа-тенкӗ те нумай пӗтмен пулӗччӗ. Пачах урӑхла, эпӗ хам шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, ӑна пурнӑҫлани сенат законсем кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнакан ҫӗршывсенче пысӑк усӑ панӑ пулӗччӗ. Сӑмахран, ӑна пурнӑҫлани законсем йышӑннӑ чухне сенаторсене пурне те пӗр кӑмӑллӑ пулма, пренисене кӗскетме, хальхи вӑхӑтра пӗрре те калаҫман сенаторсене калаҫтаракан тума, ҫав хушӑрах ытлашши сӳпӗлтетме юратакан сенаторсене сахалтарах калаҫтаракан тума, ҫамрӑк сенаторсем часах хӗрсе каяссине чарса лартма, ватӑ сенаторсен кутӑнлӑхне пӗтерме, сахал ӑслисене ӑслӑлатма, ытлашши ҫивӗч ӑслисене пӳлсе лартма май паратчӗ. Ӑна Одессӑна илсе килнӗ, унтан Киева ҫитернӗ. Салли аппа кунӗпе те ҫӗрӗпе чирлӗ ҫын пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, Сайлас тете куҫ тӗлне пулсан, эпӗ унран кашнинчех тартӑм. Эс хӗрӳллӗ ҫын! Анчах уйӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарать, тӳпере ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫутатать, пӗве шывӗн сасӑ-евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах курӑнма пуҫлать, мӗлкесем хуралнӑҫемӗн хуралаҫҫӗ, ҫутӑ тасалнӑҫемӗн тасалать, ҫаксем ҫине пӑхнӑ ӗ вӗсене итленӗ вӑхӑтра мана темлескер ҫапла калать: хӗрӳллӗн ыталакан ҫара хуллӑ леш хӗр те тулли телейрен питех те аякра-ха, ӑна юратни те тулли ырлӑхран самаях инҫетре; ҫӳлти тулли уйӑх ҫине эпӗ мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, чӑн-чӑн илемпе ырлӑх та мана ҫавӑн чухлӗ ҫӳлереххӗн, тасараххӑн, мӗнпур илемпе ырлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ патне ҫывхарсах пынӑн туйӑнаҫҫӗ те, ҫырлахса ҫитмен, анчах хумхантаракан савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем куҫӑмсем ҫине юхса тухаҫҫӗ. Унтан ӑшӑтрӗ, юр ирӗлчӗ, вара эпӗ тимӗрҫ лаҫҫинче ӗҫе пӑрахрӑм та юриех правление кайрӑм. Унтан классенчи офицерсем те хӑраҫҫӗ, ҫӑвар уҫма юратман, шӑла пулӑ пек туйӑнакан, йӑваш буфетчик та Смурыйран хӑрать пулас. Шӑматкун каҫ тӗлне шкулӑн тулашри шап-шурӑ стенисем йӑлтӑртатсах тӑракан пулса ҫитнӗ, ванчӑк кирпӗчпе сӑтӑрса ҫунӑ урайӗ ытла таса пулнине кура, унта кӗрекен ҫыннӑн ирӗксӗрех чӗрне вӗҫҫӗн утас килнӗ. Мӗншӗн эсӗ ҫул ҫине тухмарӑн, ывӑлӑм? Хӑйне кӑмӑлсӑр ответ панӑшӑн вӑл кӳренни уҫҫӑнах палӑрчӗ. Анчах Мересьев, трубкине икӗ аллипе ҫавӑрса тытса, мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӑшкӑрчӗ ӗнтӗ: — Эсир Анюта-и? Пӗррехинче, ҫапла куҫӑма уҫрӑм та, хам ачасен ҫуртӗнче пулӗ тесе, кровать ҫинчен сиксе тӑрасшӑн пултӑм. Ҫапах та пултараймастӑп. Хытса ларнӑ сывлӑшра сасартӑк тем татӑлса кайнӑ пек пулчӗ, ҫил вӑйлӑ ҫавӑрттарса ҫӗкленчӗ, вара шӑхӑрса та шавласа, ҫеҫенхир тӑрӑх вирхӗнчӗ. «Мӗнле лӑпкӑскер иккен эпӗ», — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Анчах карчӑк лӑпланма пӗлмест: кӳршӗ хӗрарӑмсемпе калаҫать, пӑшӑлтатусем канашсем пуҫтарать… Алексей тилӗлле пӑркаланса, кулкаласа рабочисем пур ҫӗрте те хумханни ҫинчен каласа панӑ. — Йӗнерле те хуса ҫит хӑвӑртрах, — тет тепри. Пирӗн вӑхӑтра тӑватӑ хулӑмсӑр хӗре тытса тӑрасси питӗ хӑрушӑ япала, мадам. — Тасалӑр кунтан, — терӗ вӑл хыттӑнах мар, анчах хаяр сасӑпа. Николай пуҫне пӗшкӗртсе, ҫынсене сирсе пычӗ, тата амӑшӗ палламан темле ҫамрӑксем, ҫунса тӑракан куҫлӑ ҫынсем пырса тӑчӗҫ, амӑшне аяккалла тӗртрӗҫ… Сomme il faut пулма иккӗмӗш кирли — чӗрнесем, вӗсем вӑрӑм, яп-яка тата тап-таса пулмалла; виҫҫӗмӗшӗ — пуҫ тайма, ташлама, калаҫма пӗлесси; тӑваттӑмӗшӗ, ку чи кирли, — кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн пӑхасси тата, йӗрӗнереххӗн ҫӳресе, капӑр кичемлӗхе ялан палӑртасси. — Мӗнле манӑн алӑсӑр выляс-ха? Нимӗнле йӗр таврашӗ те ҫук. Хытӑ гранит ҫутине нимӗнле ура йӗрӗ те юлман. — Анчах ку ҫын ячӗ вӗт, ҫитменнине вӑл Исландире XVI ӗмӗрте пурӑннӑ ученӑй, чаплӑ алхимик ячӗ. Мересьев малтанах вӗриленсе кайрӗ, анчах генерал адьютанчӗн, пӗчӗкҫеҫ уссиллӗ, илемлӗ кӗлеткеллӗ ҫамрӑк капитанӑн сӑнӗ ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑ та, тахҫантанпах «архангелсене» юратман Мересьев (адъютантсене вӑл «архангелсем» тенӗ) унӑн сӗтелӗ патне ларса, хӑй кӗтмен ҫӗртенех ҫав капитана хӑйӗн историне каласа пачӗ. Эпир кунта тӗне хирӗҫ пӗтӗм ячейкӑпа кӗрешетпӗр, колхозри тата хуторти пухура икӗ хут чиркӗве хупасси ҫинчен ыйту лартнӑ, а эсӗ вара мӗн тӑватӑн? Вара, унӑн кӑмӑлне тултарасшӑн пулнӑ пекех, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Николай Иванович килсе кӗчӗ. — Генерал, — татах калаҫа пуҫларӗ шпагӑпа унӑн ҫаккине паракан ҫамрӑк ҫын, — эпир ку ялава фермӑра тӑракан кӑваккисенчен туртса илтӗмӗр. Акӑ, куратӑр… Хӑй вӑл латыне тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, Энеида ҫинчен вара питӗ сахал астунӑ. Е ҫамрӑк чухнехине аса илетӗн, е ҫамрӑк чухне пулнӑ тӗрлӗрен тӗрлӗ япаласене аса илетӗн… Вӑл, самантлӑха чарӑнса, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Пытарса тӑмастӑп, эпӗ сире вӗлересшӗнччӗ; вӗлерес тесе хамран мӗн килнӗ, ҫавна пӗтӗмпех турӑм. Ҫумӑр шӑпӑртатма пуҫларӗ. — Пирӗннисем вара ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫма юлнӑ, мӗнле кӑна тӳсӗҫ ӗнтӗ ку ҫанталӑка, мӗскӗнсем! — Так-штӑ — эп сирӗн пата! — тенӗ Ефим, тайма пуҫпа сӗтел умне тӑрса. Эпӗ ӑна халех… Унтан вара эпӗ пысӑк света кӗтӗм те, часах мана унта та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; эпӗ илемлӗ пикесене савнӑ, вӗсем те мана юратнӑ, анчах вӗсен юратӑвӗ ман шухӑшпа ӗмӗте тарӑхтарса кӑна тӑнӑ-мӗн, чӗрем пуш-пушах тӑрса юлчӗ… Темиҫе минут иртсе кайрӗ. Мӗн хушнине пурне те тӗттӗмре, ним сас-чӗвӗсӗр турӗҫ. — Мӗн калаҫан, тупата! Шикленсе пынипе эпӗ хамӑр пыракан ҫула сӑнама тытӑнтӑм. Сонатӑна выляса пӗтерсен, Катя, аллисене клавишсем ҫинчен илмесӗрех: «Ҫитет-и?» — тесе ыйтрӗ. Гек сӑнӗ-пичӗ салхуланчӗ. Алӑк уҫӑлчӗ, Дейко сасси илтӗнсе кайрӗ: — Мӗн тума шухӑшлатӑн, Цанко? Ҫавӑнпа та эсир, Пелагея Ниловна, халех кайӑр та, ун валли тумтир тулса, пӗтӗмпех кунта илсе килер. Трофим, Настя патне ҫитсен, ӑна пӗр мӑшӑр пӗчӗк те чӑпар ҫӑпата тыттарнӑ, лешӗ ӑна уншӑн аллӑ пус панӑ. Ут-пӗвӗ унӑн ҫирӗп, анчах чунӗ ывӑнма пуҫланӑ пулас. Горева Бухарест савӑннине ӗненмерӗ. Вӑл арча патнелле хӗсӗнкелесе пырса ыйтрӗ: — Миҫе ача санӑн, гражданочка? Чимӗр-ха, халех, хамах майлаштаратӑп!» Салтаксем юлашкинчен хӑйсемех илтрӗҫ: ҫӗр кисренмест иккен, блиндаж тулашӗнче те кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнмест. Тул ҫутӑлнӑ чух сапёр ушкӑнӗсем таврӑнма пуҫларӗҫ, — вӗсем оборона линийӗ умӗнчи уйрӑм вырӑнсене минӑлнӑ-мӗн. Унӑн ӑнланӑвне вӑратас пулать ҫеҫ, анчах халӗ ӑна ӳсме ирӗк памаҫҫӗ-ха… Вырсарникун та, ытти ҫынсене чӗннине пӑхмасӑрах, тӗл пулмастӑп? Пирӗн цехра, сӑмахран, е клубра пуху пуҫтарӑнсан, вӑл чип-чиперех, йӗркеллӗ иртет, факт! Эпир-и? — терӗ. Вӑрман ман ӑша пусарчӗ, лӑплантарчӗ; эпӗ мӗн хурланни пурте сирӗлсе пӗтсе пырать, лайӑх мар туйӑнакан япаласем манӑҫ пулаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ман ӑраснах сисӗмлӗх ӳссе пыма пуҫларӗ: хӑлхапа куҫ ҫивӗчрех, тӑн сисӗмлӗрех, ҫӗнӗ япаласем курнине пуҫра вырнаҫтарса хӑвармалли та ырӑн тарӑнрах пулса пырать. Пӗчӗк ушкӑнпа апатланаҫҫӗ — тӑватӑ генерал тата виҫӗ дипломат. Брига пур енчен те бурунсем хупӑрланӑ, ҫавӑнпа та, вӗсенчен хӑтӑлса тухас тесен, тӳрех ҫиле хирӗҫ каймалла. «Халлапа» татах тепӗр хут илсе, эпӗ ӑна иккӗмӗш хут вуласа тухрӑм та, тӗлӗнсе кайса вара кӗнеки чӑнахах та начаррине куртӑм. Генерал сылтӑм флангран иккӗмӗш салтак ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ. — Вӑл мӗнле япала тата апла? — Выҫтах та иккен эсӗ!.. Лайӑхрах курасшӑн пулса, Ромашов пуҫне пӑртак ҫӗклерӗ. Серёжа хӑйне-хӑй манса чутах, — сан куҫусем тӗкер пекех, вӗсенче пурте курӑнса тӑрать, — тесе яратчӗ, анчах вӑхӑтра чарӑнчӗ. — Астуса илӗр-ха, Елена Николаевна, эпӗ ӗнер сире нимле сӑмах та памарӑм. Кунта, енчен енне пӑхкаласа илнӗ хыҫҫӑн, револьвере ерипен кӗсъине чикрӗ, вара сад урлӑ хӑй сада аннӑ йывӑҫ патнелле хӑвӑрт чупса каҫрӗ. Эпӗ ҫакна, паллах, хыттӑнах каларӑм: «Усал сӑмахсемпе ятлаҫма чарӑннӑ пултӑр, чарӑнмасан, влаҫа кӳрентернӗшӗн, станицӑна ӑсататӑп, — терӗм. Вӑл пур ҫӗрте те пулса, хӑй ҫулӗ ҫинче пур хӗрарӑмсемпе те ҫылӑха кӗнӗ; вӑл хӑй пурӑнӑҫӗнче нихҫан та, ни мӑшкӑл, ним хур тӳсмен пек, пурин ҫинчен те ним ҫиленмесӗр, лӑпкӑн каласа кӑтартатчӗ. — Аллисемпе сулаҫҫӗ… ахӑрашаҫҫӗ… Ҫавӑнпа та алӑк тӑпси чӗриклетни илтӗнсенех эпӗ ҫӳле, хамӑн пӳлӗме, кайрӑм; кил хуҫи вӑрӑм урисемпе йывӑҫ пусмасем тӑрӑх такӑртатса улӑхрӗ, столовӑй витӗр утса иртрӗ те хӑй ӗҫлекен кабинета кӗрсе кайрӗ. — Ан шарла, терӗм эпӗ сана сӑмах майӗн! — Ҫапла, ҫапла, шӑпах ролӗнче… — хыпса кайрӗ Ромашов. Тоня ҫавӑнтах чупкаласа ҫӳреме пуҫларӗ, ваннӑна шыв тултарчӗ, кӗпе-йӗм хатӗрлерӗ. — Мура кайтӑр санӑн «тӗп пӗлтерӗшӳ». Тӑваттӑмӑшӗ, ку тӗп туйӑм — хамран хам йӗрӗнни тата ӳкӗнни, анчах ку ӳкӗнӳ телей килсе тухасса шаннипе тачӑ пӗрлешнӗ те, вӑл пачах хурлӑхлӑ мар. Больницӑран таврӑннӑ ҫӗре Розалия Наумовна хваттерӗ пушах пулнӑ имӗш. Малтан бандура хӗлӗхӗсем хуллен ҫеҫ пӑнтӑртатса илчӗҫ; унтан вара пӗр ҫын юрланӑ сасӑ илтӗнчӗ. Алиготэ текен эрехе тутанса пӑхнӑ чух, Гаррис сасартӑк аса илчӗ те симӗсрех тӗс ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, анчах халӗ ҫавӑн пек калаҫнинчен нимӗнле усӑ та пулмарӗ, мӗншӗн тесен алиготэ ун пек тӗслӗ мар. Хӗвел ӑшши вӑйсӑрланать, ҫилсем ашкӑнаҫҫӗ, ҫӗре тӑм ӳкет, вӗсен ҫулҫисем ҫуллахи хӑватлӑ тӗсе улӑштармасӑр, ҫав-ҫавах ҫирӗппӗн лараҫҫӗ. Майӗпен ҫеҫ кӗрхи сӑн кӗрет вӗсене! Иван Иванович малалла вулама хушрӗ те, Тарас Тихонович каллех тытӑнчӗ: «Ҫак дворянин, Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров, хӑй патне эпӗ туслӑ сӑмахпа пынӑччӗ пулин те, мана ҫын умӗнче кӳрентермелле хӑртрӗ, ман хисепӗме пӑсакан йывӑр сӑмах каларӗ, тӳрех каласан вӑл мана хур аҫи терӗ. Манӑн ун пек ят нихҫан та пулманнине пӗтӗм Миргород повечӗ пӗлет, ун пек ят манӑн нихҫан пулас та ҫук. «Анне курсан, мӗн калӗ-ши ӗнтӗ?» — шухӑшласа илчӗ вӑл. «Мӗнле пулсан та, сахалтарах ҫыврасчӗ, ҫывӑрнӑ чух чӑтӑмлӑх ҫухалать» — тенисем те маншӑн, ман пек ҫынсемшӗн ытлашши йывӑр задачӑсем пулман. — Ну, хуть ҫакӑ пултӑрсам-и эппин: кайӑр ҫулпа ман умран… Вӑл Мадагаскарта, Малабарта, Суринамра, Провиденера, Портобеллора пулнӑ. — Ҫук, йытӑсем мар вӗсем! Халӗ ӑнланатӑп ӗнтӗ, терӗ старик. — Ҫак кӑкӑрта мӗн те пулсан пурах, ҫитӗ вӑхӑт — чӗн пушӑ пек шӑхӑртса ярӑп! Сире пӗлтермелли ҫавӑ ҫеҫ манӑн. Ялта вӑл ӗҫ валли вӑхӑт ытларах… Утмӑл ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн эпӗ авланасси ҫинчен ӗмӗтленме пӑрахӑттӑм, анчах ҫапах та хӑнасем чӗнсе типтерлӗ пурӑннӑ пулӑттӑм. Вӑл, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑскер, хытӑ хӑма ҫинче пуҫӗ айне михӗ хурса выртнӑскер, питӗ йывӑррӑн, асаплӑн вилчӗ. — Акӑ мӗн, ӑмӑрткайӑксем! — терӗ Волошин, ӗнтӗ Юргина ҫеҫ мар, ытти боецсене те. — Акӑ мӗнле, канмалли кунсем ҫинчен вӗҫне ҫитерер-ха, — терӗ вӑл, Устин ҫине тинкерсе пӑхса. Ӗҫке ернӗ ҫынпа морфиниста сӑн-сӑпатран, мӗнле хӑтланкаланинчен тӳрех уйӑрса илме пулать, ҫавӑн пекех — аскӑнҫӑна та. Ҫитменнине тата, ҫӗртен шуйттанла тап-таса шӑршӑ ҫапать, ӳсӗртсех ярать. Тата эсир мана мӗн каласа пама пултаратӑр? Унра ырӑ марри мӗн пур, ҫавна пӗтӗмпех эпӗ халь савӑнса кайсах асӑрхаса тӑтӑм, мӗншӗн тесен ҫавна пула манӑн лӑпланмалла пулнӑ; ҫакна пулах манӑн: вӑл ман арӑма тивӗҫ мар, арӑм, хӑй калашле, ҫав таранах анса ларма пултарайман-ха, — тесе шутламалла пулнӑ. Троекуров та пуҫӑннӑ ӗҫе хӑй майлӑ тӑвассишӗн ҫунсах кайман — Шабашкин ун ячӗпе хӑех пурне те тунӑ, судьясене хӑратса, укҫа парса ҫавӑрнӑ, тӗрлӗ указсене кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрттарнӑ. Лаша хуллентерех чупма пуҫларӗ, юртӑпа кайрӗ, унтан утма пуҫларӗ, юлашкинчен вара ҫул варринче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл тӗтӗм тата юн курчӗ, — ӑна ҫапла туйӑнчӗ. Лашине пӑрахса тата хӑйне хӑй астумасӑр, вӑл казаксем патне чупса кайрӗ. Гаврило унӑн кресли патне ыткӑнать, пукансем тӑкӑртатаҫҫӗ, ҫурӑм тӑрӑх темле сивӗ — ҫиес килнине систерекен хыпарҫӑ чупса иртнине туйса, крахмалланӑ нӳрлӗ салфеткӑна тытатӑн, ҫӑкӑр хыттине ҫисе яратӑн, сӗтел айӗнче алӑсемпе сӑтӑра-сӑтӑра, пӑсланакан яшка турилккисем ҫине чӑтӑмсӑррӑн та хаваслӑн пӑхатӑн, вӗсене чина, миҫе ҫултине, кукамай мӗнле хисепе хунине кура дворецки тултара-тултара лартать. Саша Хусана ҫитсен темиҫе кунтан хӑй валли тепӗр хуҫа тупнӑ, ӑна Фоман ӗҫкӗ пӗлӗшӗ — темӗнле эрех завочӗн хуҫа ывӑлӗ хӑй патне илнӗ. Ҫавӑ кирлӗ сана! шӑна пекех вилсе вырт эппин… — Пӗлетӗп, Мэри, пӗлетӗп. — Мӗн ку тата? «Епле аван-ҫке, эх турӑҫӑм!» шутлать Николай Петрович. Пӗр Фигура ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Пуҫтарӑнӑр пӗр ҫӗрелле! Гленарван ырӑ сунса ҫулпуҫне пуҫ тайрӗ, вара ҫирӗппӗн утсах юлташӗсем патне каялла пырса тӑчӗ. — Ӑҫтан? Хуторта вӑл тӑватӑ талӑк ҫук ӗнтӗ, хӑй вара ҫаплах манпа пек… — Эпӗ. Ӑна хӳме таврашне сӑнаса тӑма хушнӑ. Давыдов хӑй те манпа лайӑх, ӑна та усал тума кирлӗ мар». Тинӗс ҫинче ҫӑмӑлрах кӑна ҫил ирӗклӗн вӑшлатса вӗрнине пӑхмасӑрах, пӗлӗтсем ҫаплах темле салху шухӑша кайнӑ пек хускалмасӑр тӑраҫҫӗ. Вӑтӑр тӑхӑр ҫул ӗҫлетӗп ҫакӑнта, алла виҫӗ ҫул ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп. Пӑван куҫӗсене уҫса анакан хӗвел ҫине чӳречерен пӑхса выртрӗ. Аптӑраса кайнӑ Обердофер нумаях пӗр вырӑнта тӑмарӗ. Пӗр алӑкӗ майор хыҫҫӑн хупӑнса ларма ӗлкӗреймерӗ, тепӗр алӑкӗ хуҫи хыҫҫӑн хупӑнса та юлчӗ. Вӑл курак ӑшӗнче сӗткенлӗ кӗпҫе тупса татрӗ те, унӑн хуппине чӗрнипе сӗвсе илсе, ӑна нӑтӑртаттарсах ҫиме тытӑнчӗ. Хӑй йӗри-тавра вырӑн туса, вӑл халӑх ушкӑнне аяккалла сирчӗ, унчченхинчен те хӗрӳллӗрех питне-куҫне вылятма тытӑнчӗ. — Сывлӑх сунатӑп, асанне! — ватӑ хуҫа арӑмӗн ҫулне хисеплесе сӑпайлӑн сывлӑх сунчӗ те ӑна Разметнов, сӑрӑ ҫӗлӗкне пӳрнипе тӗксе илчӗ. Каймалли самант ҫитрӗ. Ас тӑвӑр, эпӗ никамран та хӑрамастӑп, кунти урамсене кӑна пӗлейместӗп. Ютшӑнасси ӗнтӗ унӑн куштан кӑмӑлӗнчен те, хапсӑнас чунӗпе усаллӑхӗнчен те, ытла чарусӑр хӑтланнинчен те килет. Вӑл халӗ хӑйӗнчен хӑй тырпул туса илекен ҫын пекех. — Ку вара интереслӗ! Анчах та капла шума питӗ кансӗр пулнӑ. Ҫывӑрма вӑхӑт. Ерофей Кузьмичӑн ҫавӑнтах ӑшӗ лӑштах пулчӗ. Хӳшӗ таврашӗнчи йывӑҫсем ҫинче кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ, вӗсем ҫулҫӳревҫӗсен асаплӑ терчӗсем пирки кулянаҫҫӗ тейӗн. — Вӑл сана, ҫын вӗлерекен, тет. Анчах Владимир Лозневой ашшӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен пӗлмесӗрех юлнӑ. Ун хыҫҫӑн Синопӑн кӑлтӑрпийӗ катрашка пӑр ҫине кӗрсе сиккелеме тытӑннӑ. — Чӑнах-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ ҫамрӑк хӗр. Иккӗленсе тӑни пулма пултараймасть. Ӗмӗрхи чӑрӑшсен турачӗсем ҫинче ача юшкисем типсе тӑнӑ, пӗчӗк хырсен турачӗсем ҫинче ӳпӗнтерсе хунӑ тӑм чӳлмексем е кӑкшӑмсем ҫил ҫинче кушса тӑнӑ. Ольбинет хатӗрленӗ апата хисеплӗ тивӗҫлӗхпе мухтарӗҫ. Хӳшше васкаса кӗрсе кайса, Фелим унтан томагавк тытса тухнӑ та ним иккӗленсе тӑмасӑр малалла утнӑ, анчах сасартӑк чарӑнса тӑнӑ — хӗрарӑм алли унӑн тӑнлавӗ патнех револьвер илсе пынӑ. Акӑ халӗ, комисси умӗнче ҫаппа-ҫарамас тӑнӑ вӑхӑтра, ҫурӑмра та урасенче суран йӗрӗсем курӑнса тӑнӑ чух, ҫак шухӑша хамран та ыттисенчен те пытарса тӑрайми пултӑм. Пӗтӗм ӳт-пӳ сӳлесе илчӗ. Жоржетта урайӗнчен пӗр татӑк хут илчӗ, чӳрече патне шуса ҫитрӗ, ури ҫине тӑрса, хӑй янахӗ ҫӳллӗш чӳрече ани ҫине таянса, аллинчи хутне ваклама, вӗтӗ-вӗтӗ татӑксене чӳречерен пӑрахма пуҫларӗ. «Ҫапла вара эсӗ, Катя, асӑнтах тытса тӑр, эсӗ ирӗкре, тивӗҫлӗх сӑмахӗ кирлӗ мар», — тесе ҫырнӑччӗ эпӗ, Катьӑна хампа юнашарах пек туйса. — Епле апла вӑл? — ыйтрӗ те Марья, юлташӗ каланине итлесе пӗтерсен, унпа килӗшсе пуҫне сулчӗ. Кӑнтӑрла иртни пӗр сехет ҫитрӗ. Гарри Грант пӑлханса чӗтрекен сассипе хӑйне хӑтарнӑшӑн Гленарванпа мӗнпур экипажа тавтурӗ. — Пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн-и? Тепӗр чухне ӑспӑрах пул, урамра ху кама тивнине асӑрхасарах пӑх, — тесе ирӗке ярать. — Мм… ҫаплах пуль ҫав!.. Астрономӑн ӗҫлемелли пӗрремӗш япали — телескоп. Илтетӗр-и? — Эпӗ. Аван-и, Ананий Саввич!.. Часах правленине Макар хӑй пырса ҫитрӗ. Сивӗннӗ кукуруза пашалӑвӗ, тӑварланӑ сивӗ какай, тин кӑна уҫланӑ ҫу, уйран — акӑ мӗнпе хӑналарӗҫ вӗсем мана аялти хутра, кун пек тутлӑ апат эпӗ ӗмӗрне те ҫисе курман. Хӗрлӗ гварди отрячӗ мар, Махно бандин ванчӑкӗ темелле, чӑн сӑмах! Паллах, пӑрахса кайнӑ. Ҫав шуйттан танкӗсем питӗ хӑрушла ҫунатчӗҫ. Вӑл хресченсене помещиксенчен тытса илнӗ, — эппин вӑл купецсенчен пароходсемпе лавкасене те тытса илме пултарать. — Аван! — кӑшкӑрчӗ Лушин мана тӑма пулӑшса. Мӗн-ха ку? Эпӗ куҫа тата ытларах хӗсетӗп, вӑл куҫ шӑрҫи ҫинче курӑнакан ачаран та пысӑк мар пулса тӑрать; анчах эпӗ хусканса илтӗм кӑна — кӑмӑла килнӗ курӑну куҫран ҫухалчӗ; эпӗ куҫа хӗсетӗп, ҫаврӑнкалатӑп, ҫав сӑна каллех кӑларса тӑратасшӑн тем те тӑватӑп, анчах кӑлӑхах. Тӗкӗр е сехет, е темскер ҫавӑн йышшискер ҫӗмӗрӗлсе карӗ пулмалла. Праҫниксенче, каҫхине урамра пурӑнакан пӗтӗм халӑх «хапха хыҫнелле» туха-туха каятчӗ, каччӑсемпе хӗрсем вӑйӑ вылямашкӑн масаралла каяҫҫӗ, мужиксем трактирсенелле саланаҫҫӗ, урамра арӑмсемпе ача-пӑчасем ҫеҫ юлаҫҫӗ. Пурӑнасса вӑл таса мар ҫуртӑн подвалӗнче пурӑнатчӗ те, ӳтпе чуна пӗр пек шайлӑ тума столяр ӗҫӗпе хӑтланатчӗ. Ҫавӑнтан вара эпӗ унпа юлташсемпе пӗрле чух кӑна курнӑҫкалаттӑм, ҫавӑнпа пирӗн пӗр-пӗринпе чӗререн калаҫасси те пӗтрӗ. Лешӗ пуҫӗпе сулса кӑтартрӗ, Томас вара, Артур патне пырса, тытӑнчӑк сасӑпа:— Ҫав тери ырӑ мар ӗҫ! Юрӑ пуҫлансанах унӑн пӳрнисем, ҫав юрра хупласа лартас тенӗ пек, хӗлӗхсем тӑрӑх чупма пуҫларӗҫ… Ӑна сулхӑн та меллӗ пулчӗ. Вӑл нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗне те хапсӑнмарӗ. Туйӑмсене палӑртни ачалла хӑтланнине кӑтартать имӗш, кам ҫавӑн пек тӑвать, унӑн ача ӑсӗ кайса пӗтмен шутланатчӗ. Сирӗн пиртен иксӗмӗртен пӗрне суйласа илме ирӗк пур. Кам хаклӑрах сире? — Пурин валли те ҫитет… — Чӑннипе каласан, сиссех каймастӑп, — намӑсланчӗ Гаррис. — Ҫакӑнта кӗтӗр кӑштах, — терӗ вӑл мана ырӑ кӑмӑллӑ, лӑплантаруллӑ сасӑпа, вара хӑй тухса кайрӗ. Ҫерҫисем шӑтӑкласа пӗтернӗ чие йывӑҫҫин тунисем ҫинче вӗри сухӑр йӑлтӑртатать. — Ну, мӗн пӑхса тӑратӑр? — Кунта пӳртсем ларни кирлӗ пек туйӑнать. Шӑнса ларнӑ кӳме юр ҫинче тӳнкӗртетсе илчӗ. Тимӗр кӑмака умӗнче чӗркуҫҫийӗсене ӑшӑтса ларакан Бородин генерал сӗтел патне куҫса ларчӗ. Хӑна нумай, пурте ҫамрӑк, чипер, хӑюллӑ, пурте королевӑна ӑсран кайса юратаҫҫӗ. — Мӗнсӗн хӑрамалли, мӗнсӗн? Ҫутӑ пӗр ҫул хушшинче иртекен вӑхӑта астрономсем ҫутӑ ҫулталӑкӗ теҫҫӗ, тӗнче уҫлӑхӗнчи хушӑсене ҫакӑн пек пысӑк виҫепе виҫеҫҫӗ. Астрономи единици Хӗвел системи валли чӑннипех аван, ҫӑлтӑрсем валли тесен вара вӑл та пӗчӗккӗ иккен. Аманнӑ ҫынна вӑл санитарнӑй двуколка ҫине выртма, сыввине тырӑ миххисене йӑтма хушать, лашасене мала, машинӑсене каялла ярса тӑрать; пӗрнӗ пӑрахса хӑварма, тепӗрне, тем пулсан та, хӑйпе пӗрле илме хушать. — Мӗншӗн юратмалла, — эпӗ хӗр мар… Мунча маччи ҫинче каллех кӑвакарчӑнсем пурӑнма пуҫларӗҫ, вӗсем каллех мунча тӑрринче кӑваклатса ҫӳреҫҫӗ, Ильяпа Павел, кӑвакарчӑнсене вӗҫтермен вӑхӑтра, мӑрье ҫумӗнче сехечӗ-сехечӗпе темӗн ҫинчен калаҫса лараҫҫӗ. Анчах ӑна валли пӗтӗм пурнӑҫран ак ҫакӑ хура качака ҫеҫ юлнӑ. Каллех алӑк уҫӑлнӑ та, хуҫи ҫуртапа кӗнӗ. Ҫавӑн пек каялла чакса пынӑ чух салтаксем хушшинче яланах этемӗн чи усалтарах енӗсем аталанаҫҫӗ, ҫавна пула вара юлашкинчен ҫартан кӗтӳ пулса тӑрать, теҫҫӗ. Ҫавнашкал шайкӑпа ҫӗмрӗк пӑрахут ҫинче юлтӑмӑр-ҫке! Пӗр-ик тӗлте ҫеҫ ҫын ури пӗрне кӑшт уйӑрса илнӗ пулнӑ. Юратнӑ тусӗ хушнине тума ӗнтӗ хатӗр пулнӑ ҫамрӑк ирландец ҫапла каланӑ: — Генри Пойндекстер, эсир ахалех мана юрӑхсӑр ҫын вырӑнне шутлатӑр. Главсевморпутьре «Св. Марийӑна» шырас ыйтӑва лартмаллаччӗ манӑн. Эсир мана ҫавӑн пекех тавӑрасшӑн иккен-ха, чӗрре кӗретӗр, ӗҫ тухаймӗ сирӗн. Ҫав чылай ҫӗнӗ ӳсентӑранпа юнашар Бенедикт пичче ячӗ те тӑма пултаратчӗ. — Ҫӳрӗн! Набегшӑн ӑна салтак хӗресне ҫактарса ячӗҫ. Уншӑн вӑл ӗлӗкрех ҫав тери хыпса ҫунатчӗ. Эпӗ халь хулара пулнӑ пулсан, юрласа кӑна пурӑннӑ пулӑттӑм тесе шухӑшларӑм. — Джон, турӑ наказани патӑр мана, герой! эсӗ — тесе кӑшкӑрса илчӗ Израэль. — Пӗр енчен — анкарти, тепӗр енчен — сад. Мересьев куҫӗсене уҫрӗ. Эпир калаҫса ларнӑ вӑхӑтра вӑл темиҫе хутчен те шӑппӑн тухса кайрӗ те ҫавӑн пекех пӗр сас-чӗвӗсӗр каялла таврӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш стенан варри тӗлӗнче аяла анса ҫӳремелли алӑк, алӑкӑн пӗр енче икӗ линейка ҫакӑнса тӑрать: пӗри — чӗркеленсе пӗтнӗскер, пирӗн, ҫӗнни вара — хӑйӗн, унпа вӑл тӳрӗ йӗрсем туртнинчен ытларах пире хавхалантарма усӑ курать; тепӗр енче — пирӗн пысӑк айӑпсене ҫаврашкасемпе, пӗчӗкрех айӑпсене — хӗрессемпе паллӑ тумалли хура доска. Якӑрсем ярса корвета чарса лартрӗҫ. Вӑл васкамасӑр, янӑравлӑн та уҫӑмлӑн калаҫма пуҫларӗ, анчах амӑшӗ унӑн сӑмахне лайӑххӑн тӑнласа итлеме пултараймарӗ — Сизов ӑна:— Ӑнлантӑн-и вӑл мӗн каланине? Эсӗ, Павел, нумайӑшне хӑвах пӗлетӗн: Валя Брузжака, уезд хулинчи Роза Грицмана — ку вара ача ҫеҫчӗ-ха, вунҫиччӗ ҫитнӗ лайӑх хӗрччӗ, куҫӗсем ӗненсе пӑхатчӗҫ; унтан Саша Буншафта, пирӗн наборщике, питӗ хаваслӑ йӗкӗтчӗ, хуҫа ҫинчен ялан карикатурӑсем тӑватчӗ. Тепӗр тесен, чӑхсенчен мӗн усси пур-ха сире? Эпӗ ту ҫинчен антӑм та хапха патнелле ҫаврӑнса васкарах утма пуҫларӑм. Хуҫалӑха, мучи, пупсем кӑтартнӑ пек мар, наука кӑтартнӑ пек тытса пымалла. Ытах та вӑхӑтра тӳлесе татмасан, вӑл чӑнах та вексельсене протестлесе, фирма ятне яма пултарасса Фома лайӑх туйнӑ. Хӗрсем пӗри те илемлӗ марри ҫук. Оленин вӗсем хушшинче Марьянкӑна палласа илчӗ те унпала ҫакнашкал ырӑ мар вырӑнта тӗл пулнӑшӑн чунӗ ыратса кайрӗ, тарӑхрӗ. «Анчах та ҫӗрле сасартӑк Севастополе тытса илсен, французсем килсе кӗрсен вара? — Кил тӗлне кӑтартар-и сана?» — Воропаевпа юнашар, аран палӑрса, Ленӑн шурӑ куртки вӗлтлетсе илчӗ. Ҫын ӳссе пырать пулсан, ун пек ҫынӑн пурте ӳсет: юратупа тивӗҫлӗх ӑнланӑвӗсем те, хӑй ҫине тата ҫынсем ҫине пӑхасси те… Ҫапах та марш, марш, марш! Пике плюшран ҫӗлетнӗ темскерле хӗрлӗрех тӗслӗ кулӑшла тумтир тӑхӑннӑ, тумтирне йӳле янӑ, хӑй ҫара пуҫӑн, ҫӳҫне вырӑсла яка тураса лартнӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тутӑрне мӑй ҫинелле антарнӑ. Хӑйне пӑхӑнса тӑраканнисенчен ытларах та инҫетерех курма тивӗҫ. Ӑна шурататӑн та вӑррине кӑларатӑн, ӑшне иҫӗм тултаратӑн, унтан чустапа йӑвала та кӑмакана хурса пӗҫер, кайран сахӑр шывӗпе сӗр. Апат хыҫҫӑн темӗн ҫинчен те калаҫрӗҫ, эпир Томпа иксӗмӗр хӑлхана тӑратсах ҫӳрерӗмӗр, анчах усси пулмарӗ, мӗншӗн тесен нимӗнле таркӑн негр ҫинчен те пӗр сӑмах асӑнмарӗҫ, кӑшт шахвӑртса калаҫтарма хӑрарӑмӑр эпир. Ку вӑл интереснӑ, — шутларӗ Оленин. Эпӗ илтрӗм, — вӑл ҫавна пӗр ҫынна каларӗ, — сире пӳлӗмшӗн, апатшӑн тата кӗпе ҫуса панӑшӑн ҫеҫ мар, ҫав каҫ эсир ҫӗмӗрсе ватса пӗтернӗ бутылкӑсемпе тӗкӗрсемшӗн тата ытти япаласемшӗн те пӗтӗмпех тӳлеттеретӗп терӗ. Санӑн иртнӗ пурнӑҫупа ӗҫӳсене пӑхса тӑрӑпӑр терӗн-им? Манӑн сирӗнпе ӗҫсем ҫинчен калаҫмалли пур. Хама валли ҫур дюжин чӑлха илтӗм те — харӑсах ҫухалчӗҫ. Ку ӗнтӗ лётчиксен хӑйсен кабининчен тухмалла маррине, пирвайхи ракета ярсанах вӗсен сывлӑшалла ҫӗкленме хатӗр пулмаллине пӗлтернӗ. Эй, ҫепӗҫ туйӑмсем, ачаш сассем, хускалнӑ чунӑн лӑпкӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, юратӑвӑн час иртсе каякан малтанхи савӑнӑҫӗ, — ӑҫта эсир, ӑҫта эсир? Джим тухса тарнӑ негр мар-и? Эпӗ хама нимле хӗрарӑм ҫавӑн пек астуса пӑхма пултарассине пӗлместӗп. — Арӑслансем тата? — каллех ыйтрӗ Джек. — Акӑ халь аван ӗнтӗ, — терӗ вӑл, канӑҫлӑн пӑшӑлтатса. — Чӑн та, — терӗм эпӗ, ҫилленнӗ пек пулса, — нимӗнпе те ӑнлантарма кирлӗ мар, ку авантарах пулӗ! — Вӗҫтер! — Эпӗ унта сунарта нумай ҫӳренӗ. Ҫавӑн пек пӗчӗккӗн иле-иле пырса панисем Томӑн ӑшчиикине самаях лӑплантарчӗҫ. — Ну, ку питӗ аван. Вӑл Учкурсене калать: «Эпӗ сире пӗр ҫӗр-шыва ертсе каятӑп; унта тусен хушшинчи тарӑн хушӑксене хӗвел анать. — Мӗн тери хавас эпӗ, — терӗ пиччӗшӗ, шӑлнӗ ҫине сӑнарах пӑхса. Юратса кайнӑскерсем пӗр-пӗринпе хирӗҫ пуласшӑн тӑрӑшнӑ, Луизӑпа Морисӑн чӗрисенче хыпса илнӗ юрату чӑрмав таврашӗсем умӗнче чарӑнса тӑман. Тепӗр кунне Яков Лукичпа ывӑлӗ, лашисене ерипен уттарса, пӗрлештернӗ кӗлӗт умне ирхине-ирех икӗ лавпа пырса ҫитрӗҫ. Ку ӗнтӗ пире тӗрлӗ шухӑша ячӗ. Эсӗ — кам? — Эсир йӑнӑшмастӑр. Ун пуҫӗнче те ҫавӑн пекех шухӑш пулнӑ. Ҫав йӑлтӑркка ҫутӑ ӑшӗнче хамӑр таврари тӗрлӗ япаласем ҫителӗклӗ таранах курӑнса тӑраҫҫӗ. «Ҫутӑлать, ир пуличчен нумаях мар пулмалла», — тенӗ. Ҫаксене пула эпӗ питӗ асапланаттӑм. Пулӑшма та никам та пултараймасть-и? Вара ҫак пӑнчӑ, куҫа курӑнмалла калӑпӑшӗ ҫукран, картта ҫинче, океанӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхӗнче ҫухалса кайнӑ «Пилигрим» пекех, пӗччен пӑнчӑ ҫеҫ пулатчӗ. Ку — унӑн ӗҫӗ, батенька, тата ку сирӗн тивӗҫ пулнӑ. Унӑн ҫӳхе ӳт-тирӗнчен хӗрлӗ тӗс ҫапса тӑнӑ. Манӑн — май пулать… Чей чашкине ҫӗклерӗ те вӑл, юнашар тӑракан Лозневой ҫинелле пӑхса илчӗ, — лешӗ пӗҫертсе янӑ пӳрнисене ҫӗтӗк-ҫатӑк пиншак аркипе шӑлкаласа, ним чӗнмесӗр тӑрать. Ҫак сӑмахсем Жоржеттӑн шухӑшӗсене сирсе ячӗҫ. Эпӗ именнине курса, Ярмода ҫемҫелчӗ. Ҫак ытарайми ӗшнерен ҫурҫӗр енче лапсӑркка йывӑҫ турачӗсен хушшипе Стара-планина ту тӑрӑхӗн икӗ тӳпи курӑнса тӑрать: Кривин та Остробирдо теҫҫӗ ҫав тӳпесене. Икӗ ылтӑн укҫа парас мар-и? Выльӑх? — пӗр сӑмахах ик-виҫӗ хутчен асӑнчӗ Никита: — ма-ха выльӑх тесе ятлаҫмалла, сударь? вӑхӑчӗ ҫавӑн пек вӗт-ха халь? аван мар ун пек ятлаҫма. Дик кайсанах, Израэль повара хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ. Иван Игнатьич алӑксене уҫрӗ те, чаплӑн кӑшкӑрса: «Илсе килтӗм!» — терӗ. Аркадий хулпуҫҫине кӑна сиктеркелесе илчӗ… анчах вӑл хӑй те кӑштах именнӗ. Халӗ ӗнтӗ паллӑ — эпӗ Мускава каятӑпах. Унтан вара вӗсем таврӑнчӗҫ, икӗ аяккинчен те манпа юнашар тӑрса вӗҫрӗҫ. …Мӗнле пит-куҫчӗ-ши ҫав нимӗҫӗн — илемлӗччӗ-ши, е маси те ҫукчӗ-ши, ватӑччӗ-ши е ҫамрӑкчӗ-ши? Княжна хӑйӗн амӑшне хирӗҫ чӗнмерӗ. Амӑшӗ, ӑна хирӗҫ ларса:— Тара илетпӗр, — терӗ. Тепӗр чухне, пӗр-пӗр кирлӗ сӑлтав тупса, урокран тухса Наталья Савишна пӳлӗмне чупса кӗретӗн, вырнаҫса ларатӑн та, унран пӗртте именмесӗр, сасӑпах ӗмӗтленсе шухӑшлатӑн. — Евгений! — кӑшкӑрса юлчӗ ун хыҫҫӑн Аркадий хӑранипе. Аэлита туалет куҫ кӗски умне ларчӗ, ҫӳҫне тирпейлерӗ, малтан — тутлӑ шӑршӑллӑ ҫупа, унтан чечексен эссенцийӗпе питне, мӑйне, аллисене сӗрчӗ, хӑйне ҫамки айӗн пӑхса хакларӗ те ӑмӑрланчӗ, экранлӑ пӗчӗк сӗтеле куҫарса цифрӑллӑ хӑмана ҫутрӗ. — Марья Николаевна, хӑвӑр пачах та тенӗ пек палламан ҫынна чунтан пулӑшма хатӗр пулнӑшӑн тав тумалла ман сире… Кун юлашки аса илӳсемпе тӗтре ӑшӗнчи пек иртрӗ, амӑшӗ хӑйӗн пӗтӗм шӑмми-шакки, чунӗ ывӑнса, тӑвӑрланса ҫитнине туйрӗ. Маша алӑка васкавлӑн уҫрӗ те пуҫне кӑларчӗ. Коммунизмӑн ҫак сыпӑкӗнчи тӗп принцип, пурте пӗлеҫҫӗ, ҫакнашкал: «кашнинчен унӑн пултарулӑхне кура, кашнине — унӑн ӗҫне кура». Эпӗ унӑн вӑрӑм юррин пур сӑмахӗсене те ӑнланса илеймерӗм; эпӗ пӗр ҫаксене ҫеҫ илтсе юлтӑм: Мана Касьян тесе чӗнеҫҫӗ, Пӑрҫа тесе виртлеҫҫӗ… Эхер те эпир ӑна ҫакӑн пек вӑхӑтра ку тӗлӗшрен чӑрмав кӳнӗ пулсан, мӗнле шӑллӗсем пулнӑ пулӑттӑмӑр-ха эпир? Ыттисем те чарӑнса тӑчӗҫ. — Ҫапла пулса тухать. Боцман хушнине турӗ, шлюпка китпа танлашрӗ. Вӗсен хушши халь вунӑ футран та сахалтарах пуль. Ганс лава катӑкӗ ҫинче апат-ҫимӗҫ салтса хучӗ те эпир питех те кӑмӑллӑн апатлантӑмӑр. — Вырӑнӗ мӗнле? Эпӗ хамӑнни ҫине пӑхрӑм. Ӑна пӗтӗм чӗрепе юрлас пулать! — Мӗнле… пуйӑс унта нумай вӑхӑт каять-и вара? Вӑл сӗтел ҫине хӑйӗн юлашки шанчӑкне — пӗрремӗш рангри военврач алӑ пуснӑ хута кӑларса хучӗ. Пиччӗшӗпе вӑл сахал калаҫрӗ. Артём ҫамки ҫинче ҫӗнӗрен картланнӑ йӗр асӑрхарӗ. Аялти улпут майринчен хӑна ху тыткалама вӗрентӗн-им? Тӳссе тӑраймарӑм. Нимӗн ҫине те пӑхас килмест. Кӗнеке кунҫулӗ Павел кунҫулне татса парать. — Акӑ мӗн вуланӑ эпир тӗрлӗ тӗслӗ кӗнекесенче, — терӗ Аэлита. — Ну, кан эппин, — тенӗ пиччӗшӗ, хӑйӗн хӑлхин ҫемҫешке вӗҫӗнчен туртса; унтан аяла анса Ольгӑна пӗлтернӗ: — Нӑтӑртатать. — Ҫук, — терӗ ӑна сержант. — Кам калать акӑлчан тесе? Анчах ӗҫ урӑххинче. Офицер утне малалла юрттарчӗ. — Пултаракан ҫын, ҫав ҫурма утрав ҫинчех пурӑнать. Ҫавна вӗсем ҫилӗпе мар, кичем пулнӑран тунине эпӗ ӑнланаттӑм, анчах мана ҫавах та ҫӑмӑлтарах марччӗ. — Мана шутлама та кирлӗ мар. Акӑ, мӗнле иккен, эсир те ҫав! Савӑнӑҫлӑн, сатурланса юрлакан юрӑсене казак пуҫласа ярсан ҫеҫ юрлатчӗҫ, пуринчен ытларах вара хурлӑхлӑ та чӑсӑмлисене: «ним намӑссӑр халӑх» ҫинчен, «Уж как под лесом-лесочком», тата 1-мӗш Александр вилни ҫинчен: «Как поехал наш Лександр свою армию смотреть» юрӑсене юрлатчӗҫ. — Йӑлтах каламарӑн пулас? — ыйтрӗ Макҫӑм кӑшт тӑхтасан. Тимофей, апат ҫинипе юлашки вӑйне пӗтернӗ пек, палӑрмаллах шурса кайрӗ. Кӑнт карӑнса тӑракан кантра-пралуксем чӗтренсе янрарӗҫ. Ҫил шавласа ешӗл хумсене хӑваларӗ. Лешӗ вӗҫлесен, каллех командирӑн кӗмсӗрти басӗ кӑрӑлтатрӗ, анчах хальхинче, Шульгович ӗнтӗ хӑй тарӑхӑвне кӑшкӑрупа юхтарса кӑларма ӗлкӗрнӗ пек те хӑйӗн влаҫшӑн ҫунаслӑхне ют мӗскӗнлӗхе курса, кунӑҫтарнӑ евӗр, чылай лӑпкӑраххӑн та ҫемҫереххӗн. Мӗн, ӑна мана хаклӑ Фрунзе юлташ ячӗпе тата тытки ҫине ята ҫырнӑ кӗмӗл-пластинкӑ ҫыпӑҫтарса ахалех панӑ-им? Уҫ алӑкна! Ӑҫта каятӑн? — Эпир купецсем ҫинчен калаҫмастпӑр. Халь Ярцевӑн киревсӗр ӗҫӗ ӑна пушшех киревсӗр пек туйӑнса кайрӗ, вӑрҫӑра унтан киревсӗр ӗҫ тума май та ҫук темелле. — А эпир мӗн валли? — тесе хучӗҫ Вильсонпа Мюльреди. Елена унран ҫак юрра вӗреннӗ… — Епле апла? Василий Васильевич, палатӑсем тӑрӑх ҫӳресе, хӑйӗн чирлисене эмеллес ӗҫ паян иртенпех мӗншӗн ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ пулнинчен тӗлӗнчӗ. Апат пӗҫерме пӗлмен моряк — начар моряк. — Ну, Марья Николаевна, ху ҫине темӗн чухлӗ шансассӑн та, хальхинче эсӗ выляса яратӑн пуль тесе шутлатӑп эпӗ. Мӗн тума кирлӗ пулнӑ ӑна Макар — ӑнланмастӑп. — Кӑмака патне пыр та ав, аллусене ӑшӑт. Павел пурӑнма Окунев патнех юлчӗ. Кам вара вӑл Троекуров? Анчах та ҫаксем пурте тӗп герой юлашки актӑра ҫеҫ килсе тухакан темле пьесӑри пек курӑнса кайрӗҫ. Унта мӗн юлашки акта ҫитичченех ҫав герой ҫинчен калаҫса ҫеҫ ирттереҫҫӗ. Сана, пӗлетни, пуринчен ытларах мӗн кирлӗ? Ун чухне эсир кӗрнексӗр те пӗчӗкҫӗ, шурӑ ҫухаллӑ ахаль кӗпе тӑхӑнса тата кӗске ҫивӗтпе ҫӳрекен хӗрачаччӗ. — Эпӗ те сире хамӑр хушӑра чӗррӗн те сыввӑн курасса шанатӑп, — тавӑрнӑ Стэнли, ун аллипе хыттӑн чӑмӑртаса. О, вӑл хӑйне хисепленине юратакан ҫын! Пулас ял, э? Паганель, юлташӗсене ирттерсе ярса, майорпа тата Робертпа пӗрле хӗрлӗ ҫунатлисен ушкӑнӗ патне уттарчӗ. Вӑл каллех ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле тӗллесе кӑтартрӗ. Ҫине тӑрсах тӑрӑшса хӑтланнипе Том ҫак киленӗҫлӗ ӗҫӗн мелне-майне хӑвӑрт вӗренсе ҫитрӗ. Ача урам тӑрӑх савӑнӑҫлӑн утса пырать, шӑхӑра-шӑхӑра кӗвӗ кӑларать. — Ак сана ҫирӗм сакӑр вакки те вуннӑлли шултри, йӑлт тустартӑн эс мана капла! — Ӑҫта васкатӑн эсӗ? — малалла калаҫрӗ Шубин. — Врач ним шухӑшлама та пӗлмест. Ҫапах та манӑн пӑр ҫинче питӗ чупса пӑхас килет. Исидора ҫаплах нимӗн те ӑнланса илеймен. Бретаньӑн тискер те хӑрушӑ вӑрманӗсем каллех хӑйсен пӑлхавҫӑсене пулӑшас ӗҫе тытӑннӑ: вӗсем, ӗлӗкхи пекех, Вандея пӑлхавӗ майлӑ тӑнӑ. — Эпӗ пурне те ӑнлантӑм. Салтаксен тумтирне илес пулсан вара, унӑн величествин ку енӗпе вуҫех те тӑкакланмалла мар. Суранӗнчен темӗн чухлӗ юн палкаса тӑрать, Мюльреди хӑй кӑвакарса кайнӑ, хӑрушӑланнӑ, ҫавӑнпа та ӑна вӑйлӑ аманнӑ тесе калама пулать. Куҫса килнӗ ҫынсемшӗн ӗҫ ҫав тери нумай пулчӗ, чи малтан, мӗн тумаллине те пӗлмерӗҫ: ҫурт-йӗрне тумалла-ши е сунара ҫӳремелле-ши, тесе аптраса ӳкрӗҫ. Ӑнланатӑн-и? Хурт-кӑпшанкӑ чӗриклетнинче, шиклентерекен кӗлеткесемпе Улӑп тӑприсенче, кӑвак тӳпере, уйӑх ҫутинче, каҫхи кайӑк вӗҫевӗнче, мӗн куратӑн, мӗн илтетӗн — ҫавсенче пуринче те сана халь ӗнтӗ илемӗн ҫӗнтерӳллӗ уявӗ, ҫамрӑклӑх, тапса тӑракан вӑй-хал, чӑтма ҫук пурӑнас килни сисӗнет; чун-чӗре ачашлӑхсӑр чаплӑ ҫӗр-шывшӑн савӑнать, ҫеҫенхир ҫийӗн каҫхи кайӑкпа пӗрле вӗҫес килет. Неушлӗ вӑл та, ҫак кун сӳнсе ларма ӗлкӗричченех, ҫакӑн пек шӑмӑ купи пулса юлӗ-ши? Вӑрҫӑ кунӗсенче вӗсене кунта госпитальтен тухнӑ хыҫҫӑн сывалса ҫитме янӑ. Калинкке патне ҫитнӗ Квакин ҫаврӑнса пӑхрӗ те ним хуйхӑ-суйхӑсӑр мӑкӑртатса илчӗ: — Шанлаттарах, Гейка, шанлаттар! «Пӗр пушӑ сехет те ҫуккӑ, паныч… суха пуссине хуратмалла паян», — тавӑрать вӑл ман йыхрава хирӗҫ час-часах; чӑннипе вара хӑй нимӗнле суха пуссине те «хуратмасть», куна эпӗ лайӑх пӗлетӗп, ун вырӑнне вӑл, кам та пулин хӑналасса иккӗленӳллӗ шанӑҫпа кӗтсе, пӗтӗм кунне монополи таврашӗнче ирттерет. Юлашкинчен ӗнтӗ хам ӗҫӗме пит пысӑк ӗҫпе вӗҫлерӗм, тесе шухӑшланӑ вӑл. Эпир унпа хамӑрӑн хӑтӑлмалли вырӑнтан антӑмӑр — вӑл малтан, эпӗ ун хыҫҫӑн: эпӗ чи ҫӳлте ларнӑ-ҫке-ха, пралуксене авраса ҫыхакан чашӑксем патӗнчех. Семашко вара мана калатчӗ: — Ку ӑҫтан сӑвӑ пултар вара? ку — атӑ пӑтисем, — тетчӗ. Вӗсем пӗр саманта шӑпланчӗҫ. Улпут юнӗ нумай пулмалла санра, путсӗр чун, пит тиркеме юрататӑн, факт! Йывӑҫран ҫапкаласа тунӑ ҫав П пекскерӗн урлӑ кашти ҫине чан ҫакнӑ тата пистолет ҫыхса лартнӑ. Чан тукмаккинчен тата пистолет курокӗнчен кантрасем тӑсӑлнӑ. Ҫынсемпе выльӑхсем кӑпӑкланса ҫавӑрӑнакан шыв ӑшӗнче ҫухалчӗҫ. Вӗсене темиҫе миллион тонна йывӑрӑшпе капланнӑ шыв хӑй айне путарчӗ. — Ҫитет ӗнтӗ!.. Шантарас тесех вӑл Катьӑпа калаҫма тытӑнчӗ, «ытла та шанса», терӗм эпӗ хам ӑшӑмра. Ку галлюцинаци пекех, кӑнтӑр варринчех темӗнле усал япала курӑнни. Ман пичче, паллах, ҫав нимӗне тӑман япалана часрах пӗлесшӗн пулса ҫавӑрса та тытрӗ. — Вӑт кун паян, ҫӗр ҫӑтманскер! Вӑл та Павел патне пычӗ те, унӑн аллине хыттӑн чӑкӑртаса, кӳренӳпе, савӑнӑҫпа тулса, тӗрлӗ туйӑмсемпе пӑшӑрханса йӗрсе ячӗ. Халӑх ушкӑнӗ асӑрханса, хуллентереххӗн кӗрлерӗ: — Чӑркӑш мужикчӗ вӑл. — Ӑҫта каймалли унта? Никам та хӗрхенмест ӑна, никам та ырӑ сӑмахпа асӑнмасть. Трелони, хурҫӑ пекех, сивӗ. Ял ҫинче кӑвакарчӑнсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Чиркӳ ҫывӑхӗнчех пурӑннӑ хуралҫӑ пире уҫӑ пачӗ те, эпир хӑпарма пуҫларӑмӑр. — Вӗтӗр-шакӑрсем тыркассене пӗтерме тухнӑ. — Щукарь чӑпӑрккипе тӗллесе кӑтартрӗ. Эпир — чӑнласах санпа? Асту, эсӗ ҫакӑнта, хулара, чухне ан ман ҫакна — илтетӗн-и? — Пуля унта вӗҫсе ҫитиччен ҫӗр ҫумнелле сулӑнса кайӗ, лашана хӑратӗ ҫеҫ. Ҫапла ҫав… Халь ӗнтӗ, юри кутӑнланса эгоизмла асапланни вырӑнне, унӑн чӗрине чӗрӗ пурнӑҫ туйӑмӗ кӗрсе вырнаҫрӗ, халӑхсен хурлӑхне те, халӑхсен савӑнӑҫне те туять вӑл, вӑл куракан пулчӗ, телейсӗррисем ҫинчен телейлисене те аса илтерме пултарать…» Часах мана «чуна лӑплантаракан ҫуртсене» чӗнме пӑрахрӗҫ, уҫҫӑнах каларӗҫ: — Эсӗ, тӑванӑм, пирӗнпе ан пыр. Ҫыннӑннишӗн нихҫан та ҫапӑҫмасть вӑл… ытах ҫапӑҫать пулсан, унӑн ячӗ варӑ ухмах анчах, усси те унран никамшӑн та пулас ҫук! Упа чарӑнчӗ те шӑршласа пӑхрӗ, унтан ав муклашкана ҫӑтса ячӗ. Англире тарҫӑсене еплерех тыткалаҫҫӗ? — Ниепле те ҫук, сирӗн превосходительство! — пушшех хытӑраххӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. Эпӗ кайран. Артём нимӗн чӗнмесӗрех пуҫне сулчӗ. Вӗсемпе лариччен пӗччен пулни ҫӑмӑлтарах. — Каҫарӑр тархасшӑн, — терӗ Монтанелли хӑйӗн сӑн-пичӗ лӑпкӑ пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса. — Туфтӑна эсир формалист тенипе эпӗ те килӗшетӗп. Кольхаун! Мӗнле туйӑнӗччӗ-ши ун чухне Беккишӗн?.. Вилсессӗн хӑйсемпе мӗн пулассине пӗлме хӑтланатчӗҫ, мастерскойӗнче алӑк сулли патӗнчех, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ларнӑ ҫӗрте, урай хӑми ҫӗрсе кайнӑччӗ, ҫав нӳрӗ, ҫӗрӗк, йӗпе шӑтӑк витӗр сакайӗнчен сивӗ перетчӗ, йӳҫсе кайнӑ тӑпра шӑрши кӗретчӗ, ҫавӑнпа пирӗн ура шӑнатчӗ; эпир Павӑлпа иккӗн ҫав шӑтӑка утӑ тата ҫӗтӗк-ҫатӑк чике-чике лартаттӑмӑр. — Ик-виҫӗ тӗлтен ыраттарнине шутламасан, санӑн пуҫ нимӗнрен те сиенленмен, пӗтӗмӗшпех хулпуҫҫи ҫинчех, хӑй вырӑнӗнчех ларать. — Вӑл ун умӗнче каҫару ыйтас тесе, ӑна хыҫҫӑн хӑвалама тухса кайрӗ. Ман курнӑҫса пулмарӗ те унпа, анчах вӑл мӗнле хуйхӑрнине витӗрех пӗлсе тӑратӑп… — саншӑнах ӗнтӗ. Эпир сана пурсӑмӑр та вилнех тесе шутлаттӑмӑр, вӑл та ҫаплах шухӑшлать… Ку вӑл иртен-ҫӳрен ҫӗр выртмалли ҫурт пулчӗ. Лешӗ каялла сиксе илчӗ, ӑна хӑй ҫумӗпе ирттерсе ячӗ:— Вӗҫерӗнчӗ! Хӗрлӗ Тӑрна питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Пӗрре, иккӗ! Ӗлӗк унта яланах пиратсем чарӑннӑ, пирӗн карап ҫинчи пӗр матрос пиратсем ҫакӑнти вырӑнсене панӑ ятсене пурне те пӗлетчӗ. Кӳме витти ҫине шултра ҫумӑр тумламӗ йывӑррӑн ӳкрӗ… унтан тепри, виҫҫӗмӗше, тӑваттӑмӗшӗ, вара пирӗн ҫире такам параппан ҫапнӑ пек кӗрлеме тытӑнчӗ, пӗтӗм тавралӑх шапӑртатса ҫӑвакан ҫумӑрӑн пӗр евӗрле шавӗпе тулчӗ. Тупӑшма хатӗр эпӗ, виҫӗ сехет хушши Дубровскийне хӑйпе калаҫсан та, турӑ сана кампа калаҫма тӳр килтернине чухлаймӑн. Петр алли айӗнче пианино почта ҫӳретекенсен шӑнкӑравӗсен янравӗпе кӗрлесе кайрӗ. Паганель Гленарванран каллех документ ыйтрӗ, ҫавна тупнине пула ӗнтӗ ҫак уссӑр экспедицине тумалла пулчӗ. Вӗсене пӑхсан, ӑш йӗкленсе килетчӗ пулсан та, эпӗ интересленсех пӗр пыйтин ӑшчикне касса пӑхнӑ пулӑттӑм. — Ялав-ҫке! — терӗ сасартӑк, шалт тӗлӗнсе кайса. Ӑна вӑл хӗнемен, вӑрҫман, анчах ачашласса та нихҫан ачашламан. Нумайӑшӗ, Давыдов каланӑ сӑмахсемпе лӑпланса, хирелле утрӗҫ. Жандармсем хӗҫӗсене кӑларчӗҫ. — Юрать, юрать, — тавӑрчӗ ӑна шалтан такам сас-си, — эпӗ каҫ выртма килетӗп. Генерал ротӑна пӑхса илет те мӗнпур офицерпа унтер-офицера стройран кӑларса ярать, ҫывсенчен пурин тӗлӗшпе те кӑмӑллӑ пулнипе пулманни, хӑйсене тивӗҫекеннисене пӗтӗмпех илсе тӑрайнипе тӑрайманни, ҫӑхавсемпе кӳренӳсем пуррипе ҫукки пирки ыйтса тӗпчет. — Иккӗмӗш упӑшкуна юрататӑн пулӗ эсӗ? Тӗксӗм ҫутӑра ҫынсен пичӗсем курӑни-курӑнми мӗкӗлтетеҫҫӗ. Вуникӗ сехет тӗлне тӗтӗм сирӗле пуҫларӗ, снаряд ҫурӑлни те сайрарах илтӗнме тытӑнчӗ, тавралӑх та лӑпланнӑ пекрех пулчӗ. Мӗскӗн ачан чӗри сиксе тухас пек тапрӗ, питҫӑмартийӗсем пӗҫерсе кайрӗҫ, вӑл Санина мӑйӗнчен пырса ҫакӑнма, йӗрсе яма е ҫавӑнтах, унпа пӗрле кайса ҫав питех те сӗмсӗр офицерсене чӑл-пар ватса тӑкма хатӗр пулчӗ! — Ҫӳлелле пӑхӑр! — терӗм ӑна эпӗ… — вӑл темӗн мар, ан хӑрӑр кӑна, эй сирӗнпе пӗрле. Пирӗн профессор Василий Васильевич ытахальтен каларӗ ӑна… вӑл хӗрсене… пӗр хӗре кӑмӑла кайтӑр, тесе. Паян хавильдарсемпе салтаксем уйрӑмах хытӑ сыхлаҫҫӗ. — Ан перӗр, эпӗ сире иксӗре калатӑп. Сӗтел ҫине яшка лартсан, ҫав пӗтӗм вӗт-шакӑр халӑх ушкӑнӗ шӑпах пулчӗ. Ак ӑҫта путрӗҫ иккен пирӗн пысӑк шанчӑксем, вӗсем юнпа ҫӑвӑнчӗҫ, ҫулӑмпа ӗнсе шӑранчӗҫ! Унӑн пичӗ темле улшӑнса илчӗ. Пысӑк алли кӑтраланса тӑракан ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне кӗрсе кайрӗ те унтах чарӑнса тӑчӗ. Эп вилсен, аса ил. — Эсӗ ют ҫӗршыв хӗрачи пулни ак курӑнсах тӑрать (Катьӑшӑн ку ятран ытларах кӳрентерекенни урӑх ним те ҫук, унпа Люба ҫак тӗллевпе усӑ курчӗ те), ҫакнашкал вӑрттӑн та паха ӗҫ умӗн эсӗ юри ман кӑмӑла пӑсатӑн, — тӑсрӗ вӑл малалла сассине мӑнкӑмӑллатса, — эсӗ ӑнланма тивӗҫлӗ… ку пачах шӳт мар… Хӗл ларас умӗн юханшывпа вутӑ суллисем килсе тулчӗҫ, вӗсене кӗрхи шыв тулса салатса ячӗ, темӗн чухлӗ вутӑ анаталла юхрӗ, сая кайрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тыткӑнран хӑтӑлас шанӑҫ ҫухалман-ха, унӑн юлташӗсен пурӑнӑҫӗ те вӑл шухӑшланӑ пек шанӑҫсӑр мар. Кунта Уэлдон миссиспа юлташӗсене меллӗ вырнаҫмалӑхах вырӑн тупӑнчӗ. Кимме шыв юхӑмӗнче юхӑма май тытса пыма ун хӳринче пӗр кӗсмен ҫеҫ кирлӗ. Ун ҫинчен эпир ҫийӗнчех кашни кун Мускава парса тӑракан пӗр радиограммӑра пӗлтертӗмӗр. Географсем пӗчӗк ракетӑпа Уйӑхӑн курӑнман ҫур чӑмӑрне вӗҫсе кайрӗҫ; ку пӗчӗк ракета автомат-ракета корпусӗнче пулнӑ. Ҫулҫӳреврен таврӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем Уйӑхӑн курӑнман енӗ те курӑнакан енӗ пекех тесе каласа пачӗҫ. Унта та тӑсӑлса выртакан сӑртсем, кратерсемпе цирксем, тӳремлӗхсем нумай иккен. Иккӗмӗш ҫурчӑмӑрӗн карттине тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Унта Уйӑхӑн тепӗр енӗ Хӗвелпе ҫуталнӑ вӑхӑтра вӗҫсе кайса нумай ӳкерчӗксем тумалла. Вара ҫак ӳкерчӗксене майлаштарса пӗрлештермелле те Уйӑхӑн Ҫӗр ҫинчен пӑхса курӑнман тепӗр ҫурчӑмӑр карттине тумалла. Анчах пирӗн капитан ҫак ӗҫе Уйӑх ҫине тепӗр хут вӗҫсе килсен кӑна тума шут тытрӗ. Эпир вара, ача-пӑчасем, ҫавӑн вӑлтисене ҫырта-ҫырта татса тарма хӑнӑхса ҫитнӗччӗ. Кардинал, уйрӑммӑнах Монтанелли пек чаплӑскер, ҫакӑн пек турӑ маннӑ шӑтӑкра пурӑнма юлать пулсан, унта мӗн шӑрши кӗнине пӗлетпӗр эпир. Тӗрӗс мар-и, Риварес? — Иван Иваныч! Хапар пурӑнакан этемлӗх обществине юрӑхсӑр ӗҫсем туса кӳрентеретӗн. Эпир ӑна малалла аталанса пыма мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшса тӑма тивӗҫ. Унтан эпӗ хамӑн юратнӑ ывӑлӑм куҫӗнчен пӑхрӑм та, вӑл хӑйӗн юнне ҫынсен ҫылӑхӗсемшӗн панине куртӑм. Старик чыхӑнса кайрӗ те ӳсӗрме пуҫларӗ. Вара ача, хӑйне хӳтӗлекен вӑйлине туйса, кӑштах лӑпланчӗ. — Калӑр-ха, Дмитрий г-н, — пуҫларӗ Джемма: — виҫӗмкун, эсир мана канаш пама пынӑ чухне, апла пулсан, пӗлмен-ха… туйман-ха… Аэлита ытлашши хыпаланарах каларӗ. Хӑваласа ҫитрӗм, анчах вӑл мӑшӑрласа ҫыхнӑ икӗ пӗрене пулчӗ, унтан тепӗр хура япала ишнине куртӑм, ун хыҫҫӑн та хӑваларӑм, унтан татах — ку вара хамӑрӑн сулӑ пулчӗ. Тахҫан эпӗ унпа пӗрле ҫав вырӑна ҫитмеллеччӗ, мана ямарӗҫ, халь шӑпах ҫавӑнталла вӗҫни ҫинчен шухӑшлаттӑм эпӗ. Сӳнес пек йӑлкӑшакан сапаланчӑк ҫӑлтӑрсемпе ҫутӑ Уйӑха сехечӗ-сехечӗпе пӑхса савӑнас килет. Ерофей Кузьмич йывӑррӑн сывласа илчӗ: — Ҫапла пултӑр эппин! Унӑн тӗксӗмленнӗ куҫӗсенчен пӑхса вӑл темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн, кӗлтунӑ пек пӑшӑлтатать. Анчах ӗҫсем халӗ ҫапла тӑраҫҫӗ. — Петруша вӑл Настасья Герасимовна кинемейӗн хӑрах куҫӗ суккӑрланнӑ ҫул ҫуралнӑ, тата мӗнччӗ-ха вӑл ҫул… — Юрӗ! Юрӗ! — пӳлсе хучӗ атте. Сцена ҫинче татах хуҫкаланма, ӗсӗклеме пуҫларӗҫ. — Мӗн парӑмӗ, тӑванӑм! — ответлерӗ пӗрремӗш мужикӗ, — унӑн сассинче ӗнтӗ патриархаллӑн юрланин йӗрӗ те юлман, пачах урӑхла, темӗнле тирпейсӗр хаярлӑх кӑна илтӗнчӗ: — ахаль, уни-куни пакӑлтатрӗ, чӗлхине хыҫас килнӗ. Лар, ҫавӑнта чӳрече патнелле, пӑхӑпӑр эс мӗнле иккенне! Вӗсем мана отказ пама хӑймарӗҫ, карчӑкӗ анчах тӗлӗнсе каларӗ: — Ну, шуйттан ҫури те! — терӗ. — Сукмака куратӑр-и, вӑн, вӑн ҫавна, хырсем хушшинчине? Ывӑлӗ, Павел, вунтӑватӑ ҫула ҫитсен, Власовӑн ӑна ҫӳҫӗнчен тытса лӑскас килнӗ. Ҫапла илӗртсе килме пӗлекенсенчен пӗри Синопа аслашшӗ Хӗрлӗ Тӑрна пулнӑ. Юр варкӑшса вӗркенӗ тӗттӗм ҫӗрте вӗҫнӗ чух, ҫапӑҫу иртсен пӗтӗм шӑмшак сӑрӑлтатса тӑнӑ вӑхӑтра ала пек шӑтӑннӑ самолетпа тинӗс ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ хыҫҫӑн икӗ сехетренех офицерсен клубӗнчи ҫутӑ та капӑр пӳлӗмсене ҫитсе кӗрсен, пули-пулми калаҫса эрех ӗҫнӗ чух — епле пӑхӑн-ха вилӗм ҫине, епле ҫавӑн пек вырнаҫусӑр хирӗҫӗве асӑрхамӑн е ҫавӑн ҫинчен кӑштах та пулин шухӑшламасӑр тӑрӑн? — Унсӑрӑн мӗнле-ха, сэр, мӗнле пултӑр! Вӑл ӗҫрӗ, — тесе сас пачӗ Морган. — Кам турӗ куна? — ыйтрӗ вӑл, Сержант ним калама аптрарӗ. Тӑвӑлтан таракан карапсемшӗн чи пысӑк хӑрушлӑх ҫакӑнта. Хура ӗҫе маннӑ пулсан, мӗнле коммунист-ха эс, шуйттан патне каясшӗ! Ӳт татӑкӗсене хам пӗр ҫӗре пухса хутӑм. — Алло, итлетӗп эпӗ сире, — терӗ кӗтмен ҫӗртен пӗр хулӑн сасӑ. Ҫавӑн пек сӑмахсем пуҫлӑха турӑ вырӑнне хурса хисеплеме хистеҫҫӗ. — Ыр ҫынсем пулӑрах ӗнтӗ, каҫарӑр, ан ҫилленӗр. Ҫак вӑхӑтра ытти ӗҫсем те чылай пулнӑ. Ачасем чӑлан ҫинчен аса илчӗҫ, анчах вӗсен вырӑнтан тапранма та хал ҫитмерӗ. Ку ман тивӗҫ! Татаринов капитана юлашки хут ыталаса «ырӑ кун-ҫул та лайӑх тупсӑм» пултӑр тесе сунма пыракан тӑванӗсемпе тусӗсем те «Лебедин» ятлӑ пӗчӗк пӑрахутпа капитанӑн шхунӗ патне ишсе пынӑ. Илтетӗн-и, Марыся? — терӗ вӑл. — Эсӗ ӑҫта каятӑн, эпӗ те ҫавӑнтах пулатӑп. Тӑрна пек пӗлӗт ҫинче вӗҫӗп, кӑвакал пек шывра ишӗп, ҫул тӑрӑх ылттӑн ҫӗрӗ пек кусӑп, анчах сана тупӑп-тупӑпах, савниҫӗм. — Гек, эсӗ ҫавӑн ҫинчен кама та пулин каланӑ-и? Атте мар, эпӗ ҫухатнӑ вӑл ҫӗҫҫе, монтерсен йывӑҫ авӑрлӑ кивӗ ҫӗҫҫине. Вӗсене кам пӗлмест! Марина ҫавӑрса ҫапнӑ казак, ҫӗре тӑккаланнӑ ҫӑнӑхпа тата тислӗкпе вараланса пӗтнӗскер, ура ҫине тӑнӑ чухне унӑн питҫӑмартийӗсем епле хӗрелсе ҫуннине те астӑвать-ха Любишкин. Сильвер алли тупанӗпе пичке ҫине ҫапрӗ. Павел ещӗке илчӗ те ӑна ҫӳлти вырӑн ҫинче ларакан хуҫине пачӗ. Вӑл хӗрнӗ лава хумӗсем ҫинче, ҫумӑр пек ӳкекен кӗл хушшинче, шӑхӑрса тӑракан ҫулӑм ӑшӗнче ҫӗкленсе улӑхать. Вӗсем хӑйсем чура туна миллионшар ҫынна пӗтернипе пухса упракан харпӑрлӑхах, вӗсене пире тытса тӑма панӑ вӑях — пирӗн хушӑрах тӑшманла хирӗҫӳсем пуҫласа ярать, вӗсене ӳт-пӳ енчен те, мораль тӗлӗшпе те хавшатса, аркатса пырать. Вӑл хӑйпе мӗн-мӗн илсе каяс тенӗ тӗрлӗ япаласене пӑхма пуҫларӑм эпӗ: тиртен ҫӗлетнӗ шӑлавар, ун хыҫне виҫкӗтеслӗ сӑран ҫӗленӗ, пиҫиххилӗ темле тимӗр татӑксем пур тата ытти ҫавӑн леккисем. Зал йӗри-тавралла харсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнтӑм та, хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ патӗнче тӑракан пӗр пысӑк хӗрсӗр пуҫне, ыттисене пурне те йышӑннине асӑрхарӑм. Выҫлӑх ҫул, сӑртсем ҫине ҫырласемпе курӑксем тата тӗрлӗ тымар-ҫимӗҫсем патне кайнисем: вӗсем ҫавӑнпа кӑна тӑранса пурӑннисем, ҫавӑнпа та пурте варсӑр аптӑранисем. Академире пурте ҫакӑн пек ҫӳреҫҫӗ-и вара?» — Анчах часах вӗсен вӑхӑчӗ иртӗ… Лось уҫӑмлӑ, ӑшӑ, пысӑках мар шарике нумайччен сӑнарӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр-пӗрне нумайччен чӗнмерӗҫ. Юлашкинчен Монтанелли каҫару ыйтакан ҫын пек:— Артур, хӑвна мӗн кирлине ӑнланмалларах каласа пар-ха, — терӗ. Козельцов пырса ҫитнӗ тӗле станцие халӑх лӑк тулнӑ. Пулемётне авӑрланӑ вӑхӑтра Андрей Юргин сассине илтрӗ: — Ҫывӑхарах яр! Ҫапла пирӗн Баклашов казака ҫынлӑхран кӑларчӗҫ, урисене касса татрӗҫ. Хӑвӑртах ятпа чӗнсе тӗрӗслесе илчӗҫ. — Мӗншӗн тата, Федот Демидыч? «Миките вилмен-ха, апла пулсан эпӗ те вилӗ мар», тесе хӗпӗртесе калать вӑл хайне хӑй. Апла пулсан та унран портрета хӑйсем евӗрлӗ, кӑмӑллӑ ларнӑ пек туса ӳкерме хушаҫҫӗ. Арҫынсем те хӗрарӑмсенчен ним чухлӗ те лайӑх мар. Вут чӗртсе яриччен, аякри тавралӑх уҫӑмлӑн палӑрнӑ чухне, Егорушка аслӑ ҫулӑн тепӗр енче те шӑп кӑна ҫавнашкалах чалӑшса кайнӑ тепӗр кивӗ хӗрес курнӑччӗ. Король ман ҫине куҫ хӳрипе сиввӗн пӑхса илчӗ те, эпӗ хамӑн мӗн каламаллине тӳрех тавҫӑртӑм. — Мӗн терӗ вӑл сире? Эпӗ ӑна темӗн ачашласа каларӑм, ӑна чӗрӗлмешкӗн шанчӑк кӳрес пек, йӑпатма тӑрӑшрӑм. Юлашкинчен манӑн ҫакна ҫеҫ хушса каламалла: эпир «Ҫӗр чӑмӑрӗн варрине кайса ҫӳрени» пӗтӗм тӗнчене хавхалантарчӗ. — Кӑна вара пӗлместӗп, — терӗм. Тӗттӗмре ӳхӗ ӳхлетет, тилӗсем вӗрсе илеҫҫӗ. Пӗлетӗп эпӗ, чӑннипе илсен, эсӗ, лайӑх ҫын, ыттисем те ӗнтӗ, хӑйсене хӑйсем кӑтартма тӑрӑшнинчен начар мар. Кунта шӑпах эс чирлесе ӳкрӗн, эпӗ сана ҫур уйӑха яхӑн кураймарӑм… Ертсе кай. — Итлӗр-ха! — ассӑн каланӑ Ухтищев, — эпӗ сире лайӑх канаш парам… этем яланах — хӑй мӗнле — ҫавӑн пек пулмалла… — Эпӗ килӗшетӗп, Дик, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. — Эсӗ татӑклӑнах шутланӑ авӑ, эсӗ ҫав тери телейлӗ, — ассӑн сывларӗ Катя. Озеров майор ҫавӑнтах хӑй патне Юргина чӗнтерчӗ. Ҫынсем вут умне ларса тухрӗҫ, аллисемпе урисене ҫулӑмран катарахра тытрӗҫ. Акӑ мӗнле хӗрарӑмсем ытларах кирлӗччӗ пире? — Ҫук — ахаль. Паҫӑрхишӗн. Ахаль ҫеҫ эпӗ, нимех те мар. Килеҫҫӗ, манран ыйтса тӗпчеҫҫӗ. Мӗн калатӑн-ха вӗсене? Мускава эпӗ пӗчченех таврӑнтӑм. Петька кӑшт шӑнан пекки пулса темиҫе кунлӑха Энсках юлчӗ. Эпӗ ӑна юриех шӑнса пӑсӑлан пекки турӗ пулӗ тесе шутларӑм. Кирек мӗнле пулсан та, унӑн кӑмӑлӗ тулнӑччӗ. Энскинче мана кичемлӗх пусса илчӗ, маншӑн вара Мускава ҫитсе, кӗнекесене тытса ларсанах, кичемленсе ларма вӑхӑт тупӑнас мар пек туйӑна пуҫларӗ. Пуринчен малтан калиткерен Нагульнов кӗрсе кайрӗ. Эп ҫапла шухӑшланӑччӗ: монастыре каятӑп та — ку шухӑш сӳнет, тенӗччӗ. Тата темиҫе кун иртсен театр ҫӗнӗ спектакль лартатпӑр тесе пӗлтерчӗ: «На всякого мудреца довольно простоты» ятлӑччӗ вӑл, ӑслискерӗн рольне кунта Гришка Фабер вылять. Роль тӑрӑх вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулта пулмалла, анчах вӑл вӑтам ҫула ҫитнӗ ҫын рольне вылясшӑн пулчӗ, ылтӑн шӑллӑ, кукша пуласшӑн пулчӗ. Николай Антоныч пек вӑл пӗрмай пӳрнипе сӗтел ҫине тӑкӑртаттарчӗ, енчен кӑшкӑрса каламасан вӑл чӑнах та питӗ лайӑх вылянӑ пулӗччӗ. Пирӗннисем ӑна ахаль хӑвараҫҫӗ-и? Какай ҫӑкӑртан лайӑхрах-и вара?» Урайӗнче вилнӗ ҫын ӳчӗ выртни тата таҫта ҫывӑхрах йӗрӗнчӗк суккӑр ыйткалакан сӗтӗрӗнсе ҫӳрени ҫинчен шухӑшласанах, манӑн ҫӳҫсем вирелле тӑраҫҫӗ. Вӑл пуянлӑха, тусӗсене, цивилизациллӗ обществӑри положение ҫухатӗ; унтан та ытла, унӑн юратнӑ хӗрарӑмран уйӑрӑлмалла пулса тӑрать. Флинт та ҫавӑн пекчӗ, вӑл Саваннӑра ром ӗҫсе вилчӗ. Ку чӑнах та иккен… Лавсене Корчагин ертсе пыракан отряд хупӑрласа пырать. — Ҫӗр хута янккаса ҫӳреме те вӑхӑт ҫук, халап ҫаптарса ларма та ерҫместӗп! — Ҫӗрле — япӑхрах, урамра ҫынсем сахалтарах, анчах сыхласса хытӑрах сыхлаҫҫӗ, вӑл — питех маттур ҫын мар… — Ялан ӑнса пырать вӗт ҫав мошенникӑн пурӑнӑҫӗ! Айртон раях кӗрет вӗт. Эмиль, Панталеоне тата Тарталья йытӑ ӑна урам кӗтессине ҫитиччен ӑсатса ячӗҫ. Oui, monsieur… — Ну-с, Григорьев, — ҫемҫен кӑна пуҫларӗ Николай Антоныч, — эсӗ, паллах ӗнтӗ, эпир хӑвна ҫак ларӑва мӗншӗн чӗнтернине пӗлетӗн. Калас та килмест… Хӑш-пӗр дикарьсем вучах ҫумӗнче выртаҫҫӗ, хӑшӗсем алӑк патӗнче ҫӳреҫҫӗ, вут ҫулӑмӗн хӗрлӗ ҫутинче вӗсен ӗмӗлкисем хура пӑнчӑсем евӗр курӑнаҫҫӗ. Тен, эпӗ ӑна хӑваласа ҫитсе, йывӑр сӑмахсем татах каласа тӑкнӑ пулӑттӑм, анчах ҫав вӑхӑтра Колпиковпа ман хушӑри ӗҫе курса тӑна лакей мана шинель пачӗ те, эпӗ часах лӑплантӑм, самантрах лӑпланни тӗлӗнмелле пек ан пултӑр тесе, Дмитрий умӗнче кӑна кирлӗ таран ҫилененҫи турӑм. — Йӗкӗт ҫывӑрма выртрӗ-и? — тепӗр минутран Пантелей пӑшӑлтатни илтӗнчӗ пӳртре. — Эсир ним те илтмерӗр-и вара? Ахӑртнех, вӑл, никамран та хӑрамасӑр, мӗн тӑвас килнине пӗтӗмпех тӑвать пулмалла, Егорушка мӗн шухӑшлани те уншӑн ниме те тӑмасть, паллах… Хулара алӑран алла темле хумхантаракан кӗнеке ҫӳренӗ, ӑна ҫынсем вуланӑ-вуланӑ та — тавлашнӑ. — Ку мӗнле япала? — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Мӗн чухлӗ парас-ха вӗсене? — Лассо ывӑтса ҫаклатса ил ӑна. Хӑтланса пӑх. Вӑл каланӑ тӑрӑх, эпӗ гуигнгнмсем пек пулма тӑрӑшнипе ехусем чирлекен чирсенчен сывалнӑ тата ехусен киревсӗр йӑлисене тума пӑрахнӑ иккен. Дик Сэнд ним шутлама та пӗлмерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем аялти хута анма шутларӗҫ. Тархасшӑн кай! — тенӗ Любовь, тетӗшӗ ҫумне тӗршӗнсе. — Эсӗ ытла та хумханнӑ пирки йӗркеллӗ калаҫаймастӑн пулас? Паҫӑр анӑраса кайнӑ хӗр-манахсем халь тинех йӗркене кӗре пуҫларӗҫ, хӑйсене султан тӑшманне пытарса усрать тенӗшӗн кӳренсе, жандармсене хирӗҫ тӑма та тытӑнчӗҫ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче Петр хӑй мӗн-мӗн курса ҫӳрени ҫинчен кала-кала парать, фортепиано та халиччен нихҫан илтмен ҫӗнӗ кӗвӗсем шӑрантарса янӑратать… Университет Туйӗ икӗ эрнерен пулмаллаччӗ; анчах пирӗн лекцисем пуҫланас вӑхӑт ҫитрӗ те, эпир Володьӑпа иксӗмӗр, сентябрь пуҫламӑшӗнче Мускава тухса кайрӑмӑр. Вӑл тайӑлса-сулӑнса кайрӗ те тӑнне ҫухатрӗ. Пире кунта та лайӑх. — Каштанка ҫав! — тесе ҫирӗплетнӗ чӗтӗрекен, ӳсӗр пӗчӗк тенор. Ҫакнашкал самантра эпӗ ӑна ятпа чӗнсен е пӗр-пӗр ыйту парсан, вӑл шарт сиксе илет те, каланӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӑйпалан пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, хӑранӑ сӑнлӑ питне ман енне ерипен ҫеҫ ҫавӑрать. Казаксем кулса ячӗҫ. — Кам кӗме пултарать ун патне? — шӑппӑн ыйтрӗ Нагульнов. Унтан хул пуҫҫине тӳрлетрӗ те лӑпкӑн кӑна Ольга патнелле утрӗ. Хулана таврӑннӑ май Серёжа хӑйсем патне кӗчӗ. Кӗтмен сӑмахсене илтсен, Павел сасартӑках чавсисем ҫине ҫӗкленчӗ. Апатланасси часах пӗтнӗ, мӗншӗн тесен никам та выҫах пулман, пурте сахал ҫине. Ҫав ҫатмана вӑл мачча ҫинче тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа хаклӑ япаласем хушшинче усранӑ. Ҫав кунтан вара эпир темле урӑхла пӑркӑчлантӑмӑр, ҫӳҫенчӗк пурнӑҫпа пурӑнма пуҫларӑмӑр, — ун пек пурӑнса курманччӗ-ха. — Сабур пама тухтӑрсем чараҫҫӗ, — терӗ малалла Николай: — тӑхта-ха, ак эпӗ сан ҫинчен кайса евитлӗп-ха… Ҫыр: «Эпӗ, активлӑ шурӑгвардеец, мамонтовец пулнӑскер, алла хӗҫпӑшал тытса Хӗрлӗ Ҫара хирӗҫ ҫапӑҫнӑскер, хамӑн сӑмахсене… Анчах Нестеренко кӑмӑлне ӳкӗнсе калаҫнипе ҫемҫетме ҫук иккен. Ӗненӗр, вӑл ун чухне те харкашусем тума пӑрахмӗ, анчах кусем вара — ахаль скандал мар, историллӗ событисем пулӗҫ! Вӑл сасӑ уҫӑ чӳрече витӗр пахчари ҫулҫӑсене кӑштӑртаттарса кӗрет, инҫетрен ывӑнса, имшерсе вӗҫсе килет те пӳлӗмре лӑпкӑн пӗтсе ларать. — Ҫапла ҫав, хамӑр ял, ку хӗрӗн кунтан ҫухалас пулать. Эп, тупата, турӑ сыхлатӑрах ҫав сана, кӑштах инкек туса хураттӑмччӗ-ҫке! — тесе хучӗ Марко, пистолет пускӑччине асӑрханса ҫеҫ вӗҫертсе. Акацисен вӗт-вӗт ҫулҫисене силлентерекен сулхӑн вӑркӑш ҫил ӑна ыйха янӑ, асап куракан ҫын вара часах ҫывӑрса кайнӑ. Тӳрех мӑйна пӑрса лартӗҫ. — Мӗншӗн пӗччен? — тарӑхса ун сӑмахне пӳлчӗ хӑна. — Текех хурал пулмасть! — Ан тив, кайтӑр-ха, усса пырӗ уншӑн, — тенӗ сунарҫӑсем. Ҫапах та паллашас пулать, — хушса хучӗ вӑл, каялла беседка патнелле ҫавӑрӑнса. Унӑн ҫӳҫӗ кӑштах сапаланнӑ, икӗ питҫӑмарти ҫинче те пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑсем палӑраҫҫӗ, тути ӑшшӑн кулать, кӑштах хӗснӗ куҫӗсем те кулӑпа ҫуталса тӑраҫҫӗ. Ун чухне мӗнле? Тӗлӗнсе кайнипе ватӑ мастерӑн куҫлӑхӗ ҫамки ҫинелле хӑпарса кайрӗ. Ун ҫинчен эпир те пӗр-икӗ сӑмах калар. Ах, Никита Ильич! Иккӗшне те аван мар пулчӗ. Вӗсем кашниех хӑйсем пӗр-пӗрне ӑнланнине пӗлнӗ. — Ку япалана тӑватӑп эпӗ, тӑватӑп эпӗ! — шӑппӑн кӑшкӑрса ячӗ Ромашов. — Ӑна шӑхӑрса намӑслантармалла, — ҫилленчӗклӗн каласа хучӗ Стефчов. Кирлех пулсан, эпӗ сан валли халех хамӑн аппана вӑрласа килеп. Вӗсен хутран тунӑ хупписем ҫине Феничка хӑех пысӑк саспаллисемпе: «кружовник», тесе ҫырса хунӑ; Ну, евангели тӑрӑх тата тӗрлӗрен тӗрлӗ ыйтусем парать… — Мӗншӗн-ха вӑл? — ыйтрӗ хохол, ҫулӑмланса. — Маларах иртсемӗр, Давыдов юлташ! Пуринчен ытла каҫхине тӗрмене пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн алӑка уҫма хӗн пулнӑ. Майлӑ вӑхӑт яланах пулма пултарайман. Пит ҫутӑ каҫ чӳречерен тухса анма та юраман — хурал тӑракансем курма пултарнӑ. Шуррӑн йӑлкӑшать вӑл. Ула курак ватӑ ҫынла, куҫне хӗссе, куҫлӑх витӗр пӑхнӑ пек, сӑмсине ҫӗклесе, Андрей ҫинелле пӑхать. Унӑн куҫӗсем Андрее сасартӑк пысӑк пек курӑнса кайрӗҫ. Мӑнтӑрскӗр, куҫӗсене чарса пӑрахса, хырӑмне: чӗтретсе, вӑл пурте йӗркеллех-и, мӗн те пулин ҫухалман-и тесе, эпир ӗҫлекен сарай патне пыра-пыра пӑхатчӗ. — Вӑл сана хӑваласа та кӑларӗ, ҫапла туса вӑл йӑнӑшас та ҫук. Кайран та темиҫе кун хушши ӑна ҫак хӗр тӑтӑшах куркаланӑ, анчах уйрӑмах асӑрхассийӗ мӗнӗ туйӑнман. «Тӗншӗн!» хулӑм сасӑпа кӑшкӑрса ячӗҫ ҫывӑхри ретсенче тӑраканнисем. — Апла эппин-ха, — тет вӑл, йӳҫӗ эмел ҫӑтакан пӗчӗк ача пек пит-куҫне пӑркаласа: — Иван Грозный вак халӑхшӑн сиенле пулман… Ҫак шухӑш доктора тӗлӗнтерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл хавасланса кайрӗ. Вӑл халлӗхе хӗвелтухӑҫ енчи тусем хыҫӗнче-ха, хӑйӑрлӑ ҫыран сулхӑнта, ҫавах хӗвеланӑҫӗнче тинӗс пӗрремӗш хӗвел пайӑркисем ӳкнипе таҫта ҫитиех йӑлтӑрарӗ ӗнтӗ. Халиччен вӑл мана асӑрхаман та, ахӑр. Ҫӗр чӑмӑрӗн пичӗ 500 миллион тӑваткал километра яхӑн. Халӗ ку — таса алӑ. Тытса пӑхӑр ӑна, ан хӑрӑр! Сӑрнай иккӗмӗш хут кӗвӗ янӑраттарса ячӗ, труби те иккӗмӗш хут ответлерӗ. Пӳлӗмре кил хуҫи те Сергей Николаевичпа Владимир Петрович ҫеҫ юлчӗҫ. — Пулӑ нумай пулма кирлӗ кунта… Хӗвелтен чи аякка — 197 миллион километра — вӑл 1959 ҫулхи сентябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ҫитнӗ. Катьюша! Ҫапла, ҫапла!.. Тахҫан Петр ҫуралнӑ пӳлӗмрех, шӑплӑха сайра хутра хуйхатса, ача ӗсӗклесе йӗни илтӗнет. — Учительсене йӗкӗлтет. Мӗн юлнӑ-ха унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе тӑракан питӗнчен? Пӗр минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнеймерӗ, пурте нимӗн шухӑшламасӑр пӑхса ларчӗҫ. Кун пек ыйту пуласса Лозневой кӗтнӗччӗ, пит ҫуса тӑнӑ хушӑра вӑл вӑрманта чух мӗн-мӗн пулса иртнине, хӑй патне Андрей пырса тухнине, унтан вара вӑл Юргин хыҫҫӑн вӑрманти ӗнтрӗкелле чупса кайнине аса илнӗччӗ. Станцири чекистсем, Холява тархасланине аса илсе, кӑларса пӑрахма парас мар тесе, вагон патне чупса пычӗҫ, анчах каччӑ чӑнах та вилнине кура, вилене эвакоприёмникӗн вилӗсем хуракан пӳлӗмне илсе кайма хушрӗҫ. Ҫав самантрах, Бояркӑна телефонпа шӑнкӑртаттарса, Холявӑна юратнӑ тусӗ вилни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Лашасем ҫине утланнӑ хӗрарӑмсем курӑнса кайрӗҫ. Кораблев шурса кайнӑччӗ. Хӗррисемпе, ҫакна астӑвӑр, варринче мар! Материк, тен унӑн варринче ҫурри типнӗ тинӗс пулнӑ пуль. Материк, унӑн юханшывӗсем кунран-кун ытларах та ытларах типсе пыраҫҫӗ. Материк нӳрӗ мӗн иккенне пӗлмест; кунти йывӑҫсем ҫулсерен хуппине тӑкаҫҫӗ, ҫулҫине мар; кунта хӗвеле хӑяккӑн ӳсекен ҫӳлҫӑсем нимӗнле сулхӑн та памасҫӗ; кунта нумай йывӑҫсен ҫунма та пултараймаҫҫӗ; кунта темӗн пысӑкӑш чулсем ҫумӑрпа ирӗлсе ванаҫҫӗ; кунта вӑрмансем лутра, курӑксем темӗн ҫӳллӗш; кунта, халапри пек, тӑват ураллӑ чӗрчунсем те хурчӑка пек сӑмсаллӑ, ҫавӑнпа та натуралистсен вӗсен валли ятарласа клоачнӑйсен класне, е тепӗр майлӑ каласан, пӗччен ҫӳрекенсен класне шухӑшласа кӑлармалла пулнӑ. Кунта кенгурусен малтипе кайри урисем тан мар, кунта сурӑхсем сысна пек сӑмсаллӑ; кунта тилӗсем пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине сиксе ҫӳреҫҫӗ; кунта акӑшсем хура; кунта йӗкехӳресем йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Кунти кайӑксен тӗкӗсем мӗнле те, сассисем епле тата: пӗр кайӑкӗ почта ямшӑкӗн пушши пек шартлатать, тепри стена ҫинчи сехет пек ҫекундсене ҫапса таклаттарать, виҫҫӗмӗш хӗвел тухнӑ вӑхӑтра ирсерен ахӑлтатса кулать, тӑваттӑмӗш хӗвел аннӑ вӑхӑтра каҫсерен ӗсӗклесе йӗрет. Сирӗн картишӗнче петлюровецсем туп-туллиех. — Ав, — тесе хушса хучӗ вӑл, — ҫывӑрса кайнӑ, ула курак! Анчах та вӑл ҫак сӑмахсем пурте чӗререн тухакан сӑмахсем пулманнине, вӗсем хӑйӗн шухӑшӗсене уҫса параймасӑр, вӗсене шӗкӗлчеме пултараймасӑр, ҫав шухӑшсен ҫийӗпе кӑна шуса пынине туйрӗ; ӑна вӑл тӗпсӗр шӑтӑк хӗрринче ларнӑ пек, ҫитес самантрах ӑна такам, унӑн сӑмахӗсене итлесе, ӑна хуллен пӑшӑлтатса:— Тӗрӗс мар калатӑн, — тесе, ҫав шӑтӑка тӗртсе антарса ярассӑн туйӑннӑ. Кун иртсе кайрӗ, ту тӑрри мӗлки кратер тӗпне ӳкеймерӗ. Ганӗ вырӑнӗнчен те хускалмасть. Ҫав вӑхӑтра Гаррис 1909 ҫулта, хӑй ҫамрӑк турист пулса Парижра пурӑннӑ чух, Шатло театрӗнче вырӑс сезонӗ уҫӑлни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Ҫак тискерлӗхе курнӑ май Огняновӑн ҫӳҫӗ вирелле тӑрать, хӑй ҫара пуҫӑнах, ҫаплах хуланалла чупать, пӗртен пӗр шухӑшӗ те Радӑна ҫӑласси кӑна. Хӗрсем иккӗшӗ те чупса кайрӗҫ. «Йывӑр, анчах савӑнӑҫлӑ пурӑнатӑп, — ҫырать Воропаев, — хамӑн паянхи пурнӑҫа мӗнпе те пулин урӑххипе улӑштарма шутламастӑп халлӗхе. — Чарӑнӑр… Тирӗпе шӑммисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ… Санӑн хуҫусем — сан хурӑнташусем-и? «Ах, мӗнле лайӑх ҫынсем вӗсем, — шухӑшларӗ вӑл. Вӑкӑр чӗреллӗскер. — Вӑкӑр чӗреллӗскер! Чан ҫапакан хутлӑха хӑпараймастӑп ҫав эп, эсӗ ҫавна манатӑн; хӗрарӑмсенчен, па-лах ӗнтӗ, ним майне те тупас ҫук. Мӗнле мыскара! Хӑй ӑслӑ та хастарлӑ пулнӑ пирки унӑн яланах ӗҫӗсем ӑнса пынӑ. Пӗчӗк пуппа ыттисем тавлашӑвӑн теп шухӑшне таткаласа ҫав тери ваккӑн пайларӗҫ те, — тӗп шухӑш ҫухалчӗ. Ҫутӑлать, анчах ҫанталӑк пӗлӗтлӗ. «Юрать. Вӗсене итлесе, Петр Тихон сӑмахӗсене:«Юрататӑп шӑнкӑрчсене — шуйттансем евӗрлӗ вӗсем», тенине аса илчӗ. Ухмах ҫын ҫав Тихон, ухмах пиркиех ӗнтӗ вӑл ыттисем хушшинче палӑрса тӑрать те. Юлашки сывлӑш йӑваран пӗрхӗнсе тухать те, ун вырӑнне шыв тулать. Экипажӑн, ӗлӗкхи пек пертсем тӑрӑх ҫӳресе, парӑсӑн ҫилпе шаплатса тӑракан вӗҫне тытмалла, унтан линьне ҫирӗппӗн ҫыхса хумалла. — Хо-хо! Сасартӑк тӗме хыҫӗнчен Чӗкеҫ Хӳри сиксе тухнӑ, ун хыҫҫӑн вара вун-вуникӗ ача кӑшкӑрашса тухнӑ та, тӑмран теттесем тӑвакан ачасем ҫине тапӑннӑ. Экспедицин япалисемпе пыракан мулсене пеонсем астӑваҫҫӗ, ҫамрӑк ача мулсен караванӗн пуҫӗнче пыракан «мадрилӑна» — мӑйӗнчен шӑнкӑравсем ҫакса янӑ пӗчӗк лашана — чӗлпӗртен тытса пырать. Ӑна хӑйне юриех ҫапла ним пулман пек тыткалама ҫӑмӑлах мар пулмалла, ҫакӑ вӑл унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх мӑкӑльсем куҫкаланинчен тата сулахай куҫ харшийӗ туртӑна-туртӑна илнинчен аван курӑнать. — Пуласса пултӑм та, — терӗ вӑл такӑнарах… — килӗнче пулмарӗ-ҫке вӑл… эпӗ кӗтсе тӑраймарӑм. — Инҫе кайрӑр-и? — ыйтрӗ юлашкинчен Николай Петрович. Вӗсене кулака хирӗҫ ертсе каймалла-и е ҫук-и? Вӗсем бомбоубежищӗрен анчахрах тухнӑ та хӗвел тухасса кӗтеҫҫӗ пулас. Эх, эс те ҫав, Нестеренко! Вӑл ҫав тери илемлӗ те вырӑнлӑ сӑмахсемпе калаҫать, хӑйне-хӑй тыткаланипе вӑл хӑй те мухтанать пулмалла; хӗрсем хыҫҫӑн чупма питӗ килӗштерет пулмалла, тата ку ӗҫре унӑн ӑнӑҫлӑх та пур пулас: вырӑс хӗрӗсем калаҫакан ҫынна юратаҫҫӗ. Багаж ҫинчен йӑлтах манса кайнине аса илтӗм те распискӑна кӑларса пӑхрӑм, анчах манӑн уншӑнах каялла ҫаврӑнас килмерӗ, вара эпӗ малаллах кайрӑм. — Кӑларса па-а-ар! Пӗррехинче Макҫӑм, картишӗпе иртсе пынӑ чухне, ялан музыка урокӗсем иртекен гостинӑйра тахӑшӗ темӗнле ӑнланма хӗн музыка упражненийӗсемпе тӗрмешсе ларнине илтрӗ. Туртасенчен хӑтӑлнӑ лаша тӳрех пӑр ҫине сиксе тухрӗ те, вакӑ патӗнчех чарӑнса тӑрса, йывӑррӑн хашкаса силлене-силлене илчӗ. Пичче хӑйӗн геройӗ ҫинчен каланӑ сӑмахсене хӗпӗртесех итлерӗ. — Эсӗ мӗн тума сӗнесшӗн? Ҫапла майпа вара тӗнчен тӑватӑ енӗ паллӑ пулчӗҫ. — Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм, Конго шывӗн варринче. Сасартӑк пурте улшӑнса кайрӗ… Ҫапла вара эпир штурмӑнсӑр тӑрса юлтӑмӑр. Ун вырӑнне командӑран кама та пулин суйласа лартма тиврӗ. Алӑ вӑйӗпе ним те ӗҫлемесӗр чаплӑ апат ҫисе пурӑнни пирӗн аскӑн шухӑша хускатсах, вӗчӗлтеттерсех тӑрать. Кӑна ӳсӗрле, пӗр юлташ ҫӗҫӗпе пашлаттарчӗ… — Анчах телейсӗррисен шутне кӗрет, — терӗм эпӗ кулкаласа. — Ҫапла ҫав, — терӗ ӑна Паганель. Генри Пойндекстер ҫухалнӑ каҫ вӗсем тӑваттӑшӗ те килте пулнине, Диазӗ тата ҫитменнине вилӗ ӳсӗр пулнине палӑртнӑ, ҫавӑнпа та вара вӗсенчен урӑх тӗпчемен те. — Манӑн пурте пур, ҫыртмалли те пур, турра шӗкӗр, — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн. Кабинӑран Алексей ним чӗнмесӗр, салхуллӑ тухрӗ. Тӑрсан-тӑрсан тин, ытла халтан кайнипе аран илтӗнекен сасӑпа: «кирлӗ мар-и?» тесе ячӗ, вара кӗсйинчен табак мӑйракине кӑларса: «илӗр, кӑмӑл тӑвӑр!» тесе хушса хучӗ. Хыттӑнах калаҫма юрать. Лондонри тата Европӑри театрсенчен килнӗ, вӗсем чуна тыткӑнлаканКороль жирафӗ еШутсӑр ырӑ король!трагедире выляҫҫӗ. Капитан сквайрпа нихӑҫан та сӑмах хушмарӗ, сквайр унран мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, татӑклӑн, кӗскен тата типпӗн ответлет. — Тискер ашак, — тесе испанецла калани илтӗнсе кайрӗ. Ытлашши калаҫса сӑмаха та сая ярас мар тесе, вӑл каллех сак ҫинчен кровать ҫине куҫса ларчӗ те хуҫа пекех аллине Лида хулпуҫҫи ҫине хучӗ. — Ӑна кирлех тетӗр пулсан, Джон, — терӗ вӑл, — каллӗ-маллӗ шухӑшласа ан тӑрӑр, карапа хӑвӑр алла илӗр. Ме, ил! — терӗ. Ҫак гувернантка литературӑна питӗ юратнӑ, хӑй те ӑпӑр-тапӑр сӑвӑсем ҫыркаланӑ; вӑл Еленӑна вулама вӗрентнӗ, анчах вулани ҫеҫ хӗрӗн кӑмӑлне тултарайман: Елена мӗн ачаранах ӗҫлесшӗн, ырӑ ӗҫсем тӑвасшӑн ҫуннӑ; кӗлмӗҫсем, выҫӑсем, чирлисем ӑна хӑйӗн енне туртнӑ, пӑшӑрхантарнӑ, чӗрине ыраттарнӑ; вӑл вӗсене тӗлӗкре курнӑ, вӗсем ҫинчен хӑйӗн паллаканӗсенчен пуринчен те ыйта-ыйта пӗлнӗ; ыйткалакансене е нушаллисене тӑрӑшса, чаплӑ ӗҫ тунӑ чухнехи пек, пӑлханса япаласем панӑ. — Мӗнлерех мӑшӑр, тӑванӑм? — ыйтрӗ Шубин. Миронран фабрикӑра та, килте те, амӑшӗпе унӑн фарфортан тунӑ арӑмӗнчен пуҫласа урамалла тухмалли алӑка уҫса таракан Гришка ятлӑ арҫын ача таранах, пурте хӑранӑ. Амӑшӗн харкашусенчен, хӗрарӑмсем ҫухӑрнинчен пӗрре кӑна мар укҫа парса хӑтӑлма тивнӗ, хӑй ҫавӑн чухнех Якова кулӑшла ӳкӗтленӗ: — Мӗн вара эсӗ, автан пек! Авланиччен тӑхтасчӗ санӑн, е эппин пӗрине туп та — пурӑн! Ҫавӑн пек час-часах укҫа тупнисем мӗне пӗлтернине чухласа илсен, эпӗ приказчика каларӑм: — Эсир пустуях мана укҫасем пӑрахса паратӑр! — терӗм. Ай-ай-ай!.. — Манӑн, — пуҫларӗ вӑл, сирӗн ӗнерхи сӑмахӑр пиркиех, пуҫра пӗр шухӑш ҫаврӑнать, пирӗн магазина мӗнле лайӑхлатас пирки. Пӑшал пенӗ сасӑ пӗтӗм лагере вӑратнӑ. Ҫапла, тусӑм, пирӗн пурин те вӗренес пулать… …Олейник отделенийӗнче махорка валеҫнӗ. Ҫанталӑк сивӗнет. Отлив пирки шыв тинӗселле чакса каять, шкуна ытларах та ытларах айккинелле чалӑшать. Кӑнтӑрла пӗр ҫӳлӗ пӗчӗк сӑрт тӑррине ҫитсе чарӑнсан, хӑрса кайнӑ курӑксем хушшинче Андрей яшт чӑсӑлса тӑчӗ те куҫӗсене аран уҫкаласа тавралла пӑхса илчӗ. — Ухмах Хӗветӳҫрен лайӑхраххине тупатӑп… — Мӗншӗн тесен, Томсӑр пуҫне, никам та килме шутламанччӗ, — терӗ «Сид», — анчах эпӗ тархасларӑм та юлашкинчен анне мана та кайма ирӗк пачӗ; эпир Томпа иксӗмӗр пӑрахут ҫинче килнӗ чух ҫапла шухӑшларӑмӑр: вӑл кунта маларах ҫитсен, эпӗ кӑшт каярах юлса ют ҫын пек килсе кӗрсен ытла та селӗм сюрприз пулать терӗмӗр. Унта вӗт тахҫанах Гумбольдт тата Бонблан хӑпарнӑ! Мӗншӗн-ха ҫӗклесе тухмарӑр эсир ӑна? Вӑл алӑка хыпашласа тупса уҫрӗ те пӳртелле хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Татьяна инке! «Ҫӳл енчен» вӗрекен ҫил выляса хумсене ҫыраналла хӑваласа кӑларать, хӗвел куҫсене алчӑратса ямалла ҫутатать, пӑрсен кӑвакрах кантӑк пек айӑкӗсем ҫинче ҫав тери ҫутӑ-шурӑ тӗспе йӑлтӑртатать. — Эсӗ, турӑ ҫынни, ман валли калуш вӑрлинччӗ, э? — терӗ мана вӑл. — Пирӗн нумайӑшӗн пурнӑҫа кӗреймен ӗмӗтсем пур. Анчах эпир эсир сӗннӗ пек калаҫма пуҫласан, чӑн-чӑн выҫлӑх ҫитмесӗр правительство нимӗнле мерӑсем те йышӑнмӗ. — Халь мӗнпур вӑй вӗсен аллинче. Алӑк тӑпса ҫинче сиккеле пуҫларӗ, тул енчен хӗснипе ҫатӑртатса кайрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ пултарнӑ таран малашне хама йӗркеллӗрех тытма шутларӑм. Эсир мана: мухтанать, тесе ан шутлӑр, кусем — ман сӑмахсем мар. Вӑл чикӗ хӗрринченех чакса килнӗ-мӗн, аманнӑ, пӗр эрне хушши пек нимӗҫсем патӗнче тыткӑнра пулнӑ, тӗлӗнмелле майпа унтан тарса тухнӑ та пӗр уйӑха яхӑн госпитальте выртса ирттернӗ. Вӑл хӑйӗн вӑрӑм ҫӳҫӗнчен тинӗс шывне пӑрса кӑларать, йӗпеннӗ кӗпи унӑн хӳхӗм пӳ-сине, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсене аванах палӑртса тӑрать. — Чимӗр-ха, мӗншӗн тӑван килне каяссишӗн пултӑр? Пӑлхавҫӑ! — шухӑшларӗ вӑл, унӑн сассине итлесе. Чӗрере ун чухне шанчӑк палли пурччӗ пулин те, вӑл малтанах шикленетчӗ. Ҫав халтан яракан хӑрушла шиклӗх, ахаль те пӑсӑлнӑ нервсене тӗпӗ-йӗрӗпех хуйхатса, чи ҫӳллӗ пусӑма ҫитсе тӑнӑччӗ, малтанхи шанчӑк, таҫта чӗре тӗпнех кайса пытанса, шӑнса ларнӑччӗ. Вӑл хӗрен яштака чечен пӗвне лӑпкӑн ыталаса илчӗ, ачашшӑн ӑна хӑй чӗри ҫумне пӑчӑртарӗ. Пысӑк хутаҫпаччӗ, ӑна вӑл хӑй ҫӗкленӗччӗ, мана памарӗ», тенӗ сӑмахсем аса килчӗҫ. Ӑна пӑхӑнмасӑр итлесшӗн пулманран мар, ахалех, ытлашши тӗлӗннипе, Санин хӗр хыҫҫӑн ҫийӗнчех утмарӗ, ҫав вырӑнтах чарӑнса тӑчӗ: ун пек чипер хӗр вӑл ӗмӗрне те курман. — Мӗн пулнӑ вара? — Виктор вӑл — сволочь, шурӑ алӑ. Народниксене хирӗҫ ветеринар Лавров — хур какаланӑ пек тӗлӗнмелле саслӑ ҫын еретикла хирӗҫ ҫаптарма тытӑнсан, Деренков, куҫӗсене хӑраса хупсах, пӑшӑлтататчӗ: — Епле пӑлхавҫӑ! Нумайӑшӗ Фома ҫине хӑяккӑн пӑхнӑ. Эпӗ хавассӑнах килӗшеттӗм, вӗсем вӑраххӑн сӑмахласа ларнисене, темӗскерле япаласем каласа кӑтартнисене итлесе, вӗсем хушшине ларасси мана кӑмӑла каятчӗ; вӗсене эпӗ чиркӳ кӗнекисене нумай вуласа пӗлсе тӑни савӑнтаратчӗ. Эпӗ акӑ Катя патне утса пыратӑп. Тӳпере пӗр хура пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть, сывлӑшра пӗр касӑ ҫил те ҫук, кайӑксем юрлаҫҫӗ… Тепӗр кунне мана вунпилӗк пус укҫа парса турюнӗ сыпма ячӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем комитет ҫурчӗ патне ҫитичченех пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Комитет патӗнче питӗ нумай ҫутӑ курӑнать, махорка тӗтӗмӗн йывӑр шӑрши кӗрет, унта арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӑшӑлтатса калаҫнине инҫетренех туйса илме пулать. Килӗрсене кайӑр та пурне те ҫак спектакле килсе курма сӗнӗр. Лозневой унӑн урине пӑрахса ячӗ те ҫав самантрах йывӑҫ хушшисемпе унталла-кунталла пӑрӑнкаласа, аяккалла чупрӗ. Капюшонлӑ резина плащ тӑхӑннӑ капитан кӗперӗ ҫине тухрӗ, дежурнӑй офицер та ҫутатакан компас умне тӑчӗ. Ромашов юриех пуринчен кая юлчӗ, лешӗ ҫакна асӑрхарӗ-асӑрхарех. Амӑшӗ, утса пырса, ывӑлӗ ҫывӑхнерех тӑчӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Андрей та, Павел умнелле утса, ӑна хӑйӗн вӑрӑм кӗлеткипе хупланине курчӗ. Темле хам тискер шухӑшсем шухӑшланине те асӑрхаттӑм эп, уголовнӑй розыск ҫав шухӑшсене тӗлӗнмелле лайӑх ӑнланнӑ пулӗччӗ. Анчах Катя сӑмахӗсене аса илсенех чӗрем лӑпланатчӗ. «Вӑл чирлӗ-и, сывӑ-и, чӗрӗ-и, вилӗ-и, пурпӗрех ӑна курассӑм килмест манӑн», тенӗччӗ вӑл, ҫавна пула тӗлӗнмелле лӑплантӑм та ҫав тертлӗ кунхине темӗн чухлӗ ӗҫлерӗм. Ромэн РолланаЭтемеПоэта Ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн пӗр-икӗ ҫултан, вӑта Сӑпас кунӗ, «Никола на Тычке» текен чиркӗве ҫӳрекенсем кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтӗнче «ют ҫынна» асӑрхарӗҫ, — вӑл ҫынсем хушшинче хӗсӗнсе, вӗсене нимӗн вырӑнне хумасӑр тӗрткелесе ҫӳрерӗ, Дрёмов хулинче пуринчен те ытларах хисеплекен турӑшсем умне хаклӑ ҫуртасем лартрӗ. Вӗсем хыҫҫӑн туп-тулли пассажир тиесе пӑрахучӗ те шурӗ. Вӑл манран ҫурхи каникула мӗнле ирттерни, Энскра мӗнле ҫӳрени, Саньӑпа ваттисем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Молебен хыҫҫӑн хӗрарӑмсем поселок урамне сӗтелсем ҫӗклесе тухрӗҫ вара рабочисем сӗтел хушшине, така какайӗпе пӗҫернӗ ҫуллӑ лапша тултарнӑ йывӑҫ чашӑксем умне, мӑнаҫлӑн кӗрсе ларчӗҫ, кашни сӗтел ҫинче пӗр витре килте тунӑ хаяр сӑра тата пӗр четверть эрех тӑнӑ; ҫакӑ вара кӑмӑлсӑр, ӗшенсе ҫитнӗ ҫынсене часах савӑнтарса ячӗ. Вӗсем каллех шӑпланса чӗнмесӗр тӑчӗҫ. — Эпӗ ӑна ахаль Вильямс ҫеҫ тесе каланӑшӑн, мистер Вильямс тесе каламаншӑн шеллетӗп. Запорожецсем крепость илме юратман; парӑнтарас тесе йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине вӗсем хӑйсемшӗн чыслӑ ӗҫ тесе шутламан. — Ҫук, Якку, — терӗ Ярцев, — пымастӑп. Мӗншӗн эп унран малтан вилмерӗм-ши? Тав тӑватӑп. «Джейн Шора илсе килӗр ман пата!» Каллех пуҫ касаҫҫӗ. Хамӑн учительсене кӳрентерес теместӗп, — анчах ҫапах та ҫакна каламалла: государство механизмне мӗнле тунине будочник мана вӗсенчен татӑклӑрах, куҫа курӑнмалларах ӑнлантарса пачӗ. Ҫав кун эпир ирпе пӑр ҫине тухас терӗмӗр, анчах та пире пӗр вӗҫӗмрен темскер чӑрмантарса тӑчӗ. — Кэтти — питех те лайӑх хӗрарӑм, тӗрӗс мар-и, Пашт? Хӑнисем ун пек чух Кирила Петровичӑн йыттисене тата унӑн йытӑ усрамалли картине мухтассине хӑйсен тивӗҫӗ вырӑнне шутланӑ. Анчах кунта ответлеме ҫӑмӑлах пулмарӗ. Чӑннипе илес пулсан, пулман. — Каллех хӑрататӑн-и? Анчах ҫав савӑшура темле ҫӗнӗ, ют сисӗм пурччӗ. Пирӗн Таньӑна мӗн пулассине пӗлес килетчӗ, ҫав сисӗм пире сип-сивӗ ҫивӗч хурҫӑ ҫӗҫӗ пек касса каятчӗ… Горизонтра пӗлӗтпе шыв ҫеҫ пӗрлешеҫҫӗ. Унтан, куҫ уҫма памасӑр, гимнази формӑллӑ курткинчен ҫирӗппӗн ярса тытса, хӑй еннелле карт туртрӗ те шыва сӗтӗрсе кӗчӗ. — Ҫапах мӗншӗн те пулсан тӑрӑшаҫҫех ӗнтӗ вӗсем? — резонлӑн хирӗҫленӗ Фома. — Унта, унта, васкӑр хӑвӑртрах, — аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ вӑл. Вӗҫсе кайрӗ… вӗҫсе хӑпарӗ кӑвакарчӑн тӳпене… ах, чул вӗт вилтӑпри ҫинче!..» т. ыт. те. Ҫӑрттан мучи таҫтан чӑпӑркка туртса кӑларчӗ, анчах вӑл унпа хӑмсарма та ӗлкӗрейменччӗ, Трофим сарайӑн тӗттӗм кӗтесне сиксе ӳкрӗ те, урисемпе хыттӑн тапӑртатса, йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе Ҫӑрттан мучи ҫине тӑрӑнчӗ. Гремячий Лог хуторне таврӑннӑ хыҫҫӑн, сиккипе чуптарса килнипе лачкам шыва ӳкернӗ лашасене колхоз витине леҫсе килсен, Половцев Яков Лукича хӑй патне, пӗчӗк пӳлӗме, чӗнсе илчӗ. — Ку руна ҫырӑвӗ пулни паллах ӗнтӗ, — терӗ профессор, ҫамкине пӗркелесе. Лешсем ӑна асӑрхаймарӗҫ, ун тӗлӗнчен питӗ хӗрӳллӗн калаҫса иртсе кайрӗҫ. — Ха-ха! — кулать Фрося хӑй те пуринчен ытларах. Сыв пулӑр! Хӑшпӗрисем нихӑҫан та лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. Ан тив ҫӳреччӗр, обывателӗн вӗсенче нимӗн ӗҫ те ҫук. — Тусем ҫинче хӗвел тухать! Мӗнле чаплӑ вӑл! Сывлӑм епле вӑйлӑ ӳкнӗ! Сӑмах мӗнрен пуҫламаллине пӗлменни уҫҫӑнах курӑнать: унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, ҫемҫе пӳрнисемпе сӗтел ҫине шӑлкалать, каярахпа вара тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмахне вӑл ҫапла пуҫласа ячӗ: — Итлӗр-ха, мсье Печорин, эп сире ырӑ ҫын пуль, тетӗп. — Эсӗ ӑна халӗ ҫеҫ ҫапла калатӑн, Олеся. Ҫав май вӗсене ҫак решенипе паллашма тата хӑйсем унпа килӗшни-килӗшменни ҫинчен алӑ пусма хӑйсене ҫак суда полици урлӑ чӗнтерес. Эмел ӗҫсе анкӑ-минкеленнӗ пек, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ, тухкаласа та ҫӳренӗ, чаплӑ ҫыннӑн пур йӑлисене те усранӑ, икӗ-виҫӗ ҫӗнӗ ҫӗнтерӳпе мухтанма та пултарнӑ, анчах ӗнтӗ хӑйӗнчен те, ыттисенчен те нимӗнле ҫӗнӗ япала та кӗтмен, нимӗн тума та шутламан. Вӑл ҫав тери халсӑрланса ҫитрӗ, унӑн ӳчӗ кӑна мар, шӑмшаккисем те сурса ыратрӗҫ. Йыт-та! — паҫӑрхинчен те хытӑрах кӑшкӑрса ячӗ ача. Хӑш-пӗр вырӑнсенче ту питех чӑнкӑ, горизонтран шутласан унӑн айкки 36 градуса яхӑнах чалӑш: тӳрех упаленсе хӑпарма май килменнипе темӗн пысӑкӑш чулсем тавра хӗнпе ҫавӑрӑнса иртмелле эпир пӗр-пӗрне хамӑрӑн патаксене парса пулӑшса пытӑмӑр. Старик ҫав сӑрт еннелле утрӗ, унтан ун ҫине улӑха пуҫларӗ. — Ун ҫинчен калани мӗнле усӑ патӑр-ха? — терӗ Артур. Аэлита ӑна кӗл тӗслӗ куҫӗсен пысӑк шӑрҫисемпе хускалмасӑр тӗсет. Ҫав кӗнекене вуличчен, кушака та Васена тесе ҫеҫ йыхӑратчӗҫ, Катя ӑна Иптакчухуатль ят пачӗ — Мексикӑра ҫавӑн пек ятлӑ ту тӑрри пур иккен. — Ну, ҫитӗ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Юргин. Вӑл эпӗ мӗн каланипе пуринпе те килӗшнӗ пек пулса пычӗ; анчах каярахпа, хам кирлӗ мара калаҫнине туйса илсен, эпӗ вӑтанса кайрӑм… — Пӑртак ҫывӑрнӑ ҫав. Паҫӑр инҫетре ӳксе ҫурӑлнӑ снарядсен сассисем сасартӑк ҫывхара пуҫларӗҫ — сылтӑмран сулахаялла, квартӑлсем урлӑ майсӑр пускаласа тӳрех ҫак ҫурт патнелле, ҫак эпӗ хамӑн «юрӗ» е «килӗшейместӗп» тенӗ пӗр-пӗринчен вӗҫӗмсӗр инҫетре тӑракан сӑмахсен хушшинче аташса ҫӳренӗ ҫӗре ҫывхарчӗҫ. …Тен эпӗ ачасем пурӑнмалли пӳлӗмреччӗ пулӗ. Ҫапла, ҫапла. — Озеров боецсем патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ: — Приказ пӗрре ҫеҫ: куҫса кайма ирӗк париччен тытӑнса тӑрас пулать. Весовщиков хирӗҫ чӗнмесӗрех тухса кайрӗ. Эпӗ сана халь ун ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн мар… Кил-ха, пӑхам, кӗсйӳнте санӑн мӗн чухлӗ пур? Ӗлӗк-авал, лӑпкӑ ҫулсенче, Содрей вӑрманне каҫ-каҫ сунарҫӑсем кайӑк тытма ҫӳренӗ. Халӗ акӑ кунта ҫынсене йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ. Вӑрман тӳрем лапамра ларать. Ирхине пасарта Пӑванпа кардинал Монтанелли хушшинче мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парсан, пӗр ҫамрӑк рабочи салху сасӑпа:— Эсир ҫавна питех те ӑста выляса кӑтартнӑ, анчах вӑл камшӑн усӑллӑ пулнине пӗлместӗп эпӗ, — терӗ. — Мӗншӗн манӑн ирӗке тухмалла-ха? — Вӑл хатӗр, — тенӗ вӑл, — Кайӑр хӑвӑр кӗтесе. Мӗн чухлӗ ҫамрӑк каччӑ явӑнать сан тавра, эсӗ ак ман ҫине пӑхатӑн, эсӗ те ҫав, сӗмекке! Кашкӑрсем сунара ҫӗрле тухаҫҫӗ… Диас вӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма та пултарайман пулӗччӗ. Асту, вӑл питӗрӗнчӗк пулать, ӑна ҫапса уҫмалла. Хӑрамалла! — Мӗн пулчӗ капла мана?.. Анчах та Петровна — ырӑ кӑмӑллӑ тухатмӑш карчӑкӗ, ҫак кун… ҫак кун вара вӑл тенкел ҫинче ассӑн сывласа ларчӗ. Унӑн сухалӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем юха-юха аннӑ пек те туйӑнчӗ маншӑн. Кала малтан, аҫупа калаҫрӑн-и эс?» Елена пукан ҫине ларчӗ. Эпӗ питех те кӑмӑлсӑрлантӑм, — терӗ. — А Balaclave, Monsieur! Хӑй ӑшӗнче вӑл хӑй ҫине те, Марья Николаевна ҫине те ҫилленчӗ; ӑна унӑн «теорийӗ» тӗрӗс маррине кӑтартса пама тӑрӑшрӗ (пит кирлӗ те ӑна теорисем!) — Шывӗ ыран та юхса пӗтес ҫук, анчах анне амӑшӗ вилнӗшӗн хуйха ӳкнӗ, ӑна пытарас тӗлӗшпе тӑрмашса хӑшкӑлнӑ. Каллех итлеме пуҫланӑ. Хушӑран тата ҫав кӗрлеве кӗскен те хӑвӑрттӑн шатӑртатакан сасӑ хупласа хучӗ, ку сасӑ шурлӑхра каҫхине авӑтакан карӑш сасси майлах пулчӗ. — Ачасене вӗсем, ахаль посылка пек, почтӑпа ӑсатса тӑраҫҫӗ. Вӗсем, конверт ҫине лартнӑ пек, ачасем ҫине штемпльсем лартаҫҫӗ. — Ситников, Кирсанов, — мӑкӑртатрӗ Базаров чарӑнса тӑмасӑрах. Ҫитменнине Марья Васильевнӑна пытарнӑ чухне эпӗ Катя патне пытӑм, вӑл манран пӑрӑнса кайрӗ. Пурин тӑрӑх та сисетӗп: эпӗ инквизици аллине лекмен-ши? Хам канцлер вырӑнне йышӑнакан ҫын чи хӑрушӑ инквизитор мар-ши? Андрей хӑйӗн алли ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те:— Ӗмӗрне те ҫав лапӑрчӑка ҫуса тасатаймастӑп пулӗ ӗнтӗ эпӗ… — терӗ. Давыдов алӑкран тухса пӑхрӗ, ҫӑмӑл урапана кӳлнӗ ӑйӑрсене Островнов тилхепе епле ҫыхнине, вӗсене шӑппӑн темскер каласа ачашланине курчӗ. Пӳлӗмӗн уҫӑ чӳречисенчен хӑранипе, ҫилленнипе улшӑнса кайнӑ хӑрушла ҫӑмламас сӑн-питсем пӑхрӗҫ. Шутласа кӑлартӑм вара: виҫӗ кӗренкеллӗ кире пуканне ал шӑллипе чӗркерӗм те, Поликарп кил картине йӑпшӑнса кӗтӗм, вӑл ан илттӗр тесе, ҫаруран утрӑм, вара, вӑл уссине пӗтӗркеленӗ вӑхӑтра, эпӗ ӑна ӗнсерен пӗтӗм вӑйпа шаплаттартӑм. «Икӗ ҫаврӑмпа ҫичшер пӑт». Мирошиншӑн пулсан пурпӗрех, вӑл хусах, ҫемйи ҫук унӑн, пире те пулӑшмӗ; усалтараххи килӗ те ак — хӑваласа кӑларӗ. Бояркин чашӑк ҫинелле пӗшкӗнчӗ. Музыкантсем, лини ҫине-е! — илтӗнсе кайрӗ аякран Шульгович команди. Карап пӗлӗтсене касса тухрӗ те — нӳрлӗскер, кӗмӗл тӗслӗскер, йӑлкӑшаканскер кактус хирӗ ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать. Эпир ӑна вӑрланӑ япалапа тытатмастпӑр пулсан, ман шутпа, хамӑр ӑна шанманнине кӑтартмалла та мар. Паллах, вӑрмана… Ӑҫта пултӑр урӑх? Берсенев Гейдельбергра пурӑнать: ӑна унта хысна шучӗпе вӗренме янӑ; вӑл вӑхӑта ахаль ирттермест; — Мустанг каниччен ҫеҫ. Дворник Кучумӑн малти урисене хӑйӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен илчӗ, йытта урипе тӗртсе аяккалла сирчӗ; йытӑ хӳрине хӑй айнелле пытарса ларчӗ те икӗ хутчен кичеммӗн вӗрсе илчӗ. Арҫын ача-механик шӗвӗр сӑмсине ҫухавине чиксе хучӗ те сасӑсӑр кулма пуҫларӗ. Унтан тата ҫапла хушса хучӗ: — Эпӗ сире кӑмӑла кайман нумай чӑнлӑхсем каларӑм. Вӑрӑ тӗслӗрех, хӑравҫӑрах староста аллинчи патакӗпе сулкаласа, тӑрмашкаласа ҫӳрерӗ, пӗрмай сӑмсипе нӑшлатса ӑна хӗрлӗ кӗпи ҫаннипе шӑла-шӑла илчӗ. — Никон вӑл сан аслӑ аҫун ашшӗнчен малтанрах пурӑннӑ. — Эсӗ, Максимыч, вӑрӑ ӗҫӗпе алхасма ан хӑнӑх! — тетчӗ вӑл мана, хӑйӗн кӑвакрах сухалне мӑнкӑмӑллӑраххӑн шӑлкаласа, чее те чӑрсӑр куҫӗсене хӗссе. Эпир ӑна ниепле те вӑратаймарӑмӑр. — Калаҫса пӗтертӗмӗр! Кӗсре пусса пӑрахайман сысна ҫури пек ҫухӑрнӑ, йытти ун хыҫҫӑн салхун вӗре-вӗре илнӗ. — Иксӗмӗре те-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Романенко, Воропаевпа малалла мӗн тӑвассине пӗлмесӗр тата: «Ҫук, сире кӑна, генерал юлташ», — тесе каласса шанса; вара Воропаевпа сывпуллашма тата ӑна ӑсатса яма та пулать. Эпир ку сассӑн янравне илтрӗмӗр. Тӳпене пӑтравлӑн йӑсӑрланакан хура пӗлӗтсем хупласа илсен вара, пирӗн чун-чӗрере те темӗнле паллӑ мар хумхануллӑ туйӑм тӑвӑлма тытӑнать. Ӑна пӑртак кантармасӑр каялла чуптарни лайӑх мар вӗт! Ун чухне вара Альп тӑвӗсем тӑрӑх ҫӳреме тухса каятӑп. — Юрать, унта каяр, — тенӗ майор. Тем тарӑнӑш авӑрсен хӗрринелле нимне пӗлмесӗр ҫывхарса та пӑхрӗ, анаталла аннӑ вӑхӑтсенче унӑн урисем шӑва-шӑва каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та Паганельпе майор, ӑна яланах пулӑшма хатӗрленсе, пӗри юлсан тепри ҫӗркаҫиччен ун хыҫӗнчен ҫӳрерӗҫ. Ҫак хуртсем ҫав тери хӑвӑрт ӗрчеҫҫӗ, «салтак-термитсене» илес пулсан, вӗсен ами кунне утмӑл пине яхӑн ҫӑмарта тума пултарать! Такам вара сӑмса Юнкер магазинӗнче тенӗ пулнӑ, ҫакна илтсенех унта питӗ нумай ҫын пуҫтарӑннӑ та пӗрне-пӗри хӗстерме пуҫланӑ, ҫавӑнпа та халӑха йӗркене кӗртме полицин те хутшӑнмалла пулнӑ. Ҫав тӗнӗлрен тухса тӑракан турта вӑтӑр пилӗк фут тӑрӑшшӗне ҫитет. Сарлака ҫулҫӑллӑ чӑтлӑхран шӑртлӑ темле ҫӑмхасем йӑпшӑна-йӑпшӑна темиҫе хутчен тухрӗҫ те айккинелле ыткӑнчӗҫ. Эпӗ килӗшеттӗм те, Ардальон ҫӗнтерсе илнӗ пек кӑшкӑратчӗ: — Ну вот! Нимӗн иккӗленсе тӑрасси те юлмарӗ. Манӑн урасем чӗтрерӗҫ, куҫсем хуралса килчӗҫ. «Эпир санӑн телейне пӳлесшӗн мар. Хыҫран такам хӑваланӑ пекех, алӑка хӑвӑрттӑн та шавлӑн уҫса хупса, пӳлӗме тиншӗк вирхӗнсе кӗчӗ. Ҫветтуйсем айне мана пӑрахрӗҫ. — Манӑн паян тем ӑш ыратать-ха, — терӗ амӑшӗ. — Э-эх, шуйттансен, э-эх, путсӗрсем! Пурте хӑйсемпе хӑйсем кӑмӑллӑ; тепле ӳпкелешеҫҫӗ пулсан — вӑл суйса хӑтланни ҫеҫ, сволочьсем! Эпӗ Александра Ивановна Горевӑран ҫыру илтӗм. Пуринчен ытларах эпӗ тирансемпе узурпаторсене тӗп тунӑ, пусмӑрлӑхра пурӑннӑ халӑхсене ирӗклӗхпе правӑсем туса панӑ ҫынсене киленсе куртӑм. Аэлита тӑна кӗчӗ, кӗрӗкне хывма пикенчӗ, анчах унӑн пӳрнисем мӑн тӳмесен кайӑкла пуҫӗсем ҫийӗн шӑваҫҫӗ. Кам та пулсан хӗнерӗ-и сана? — Пӗтрӗн эсӗ, Осип! — терӗ Ерофей Кузьмич, питне пӗркелентерсе илсе. Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗр-пӗр кахал улпутӑн иртӗхсе кайнӑ тарҫи — вырӑссен фигаро пекреххи пулмалла. — Эсӗ уруна часрах пар… Виноград хӑйсем кӗтнинчен те нумайрах тата авантарах пулчӗ. — Эпӗ айӑплӑ сирӗн умӑрта, Володя… — терӗ Зинаида. — Ах, питӗ айӑплӑ эпӗ… — терӗ те вӑл аллисене пӑчӑртарӗ. — Мӗн тери эпӗ усал, тӗксӗм чунлӑ, ҫылӑхлӑ… Ав пыраҫҫӗ! Никам пӗлменскер, вӑл сасартӑк, пӗлӗт ҫинчен персе аннӑ пек, сиксе тухрӗ те, тӳрех хурӑнташ пулса тӑчӗ. Каҫхи тӗттӗм алӑсене ирӗке ячӗ. Приказчикӗ кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫ чӗнчӗ: — Эпӗ нимне те пӗлместӗп, никама та! Тӑхта-ха ак!.. Вӑл хӑйӗн юлташне хальхинче курни юлашки пуласса пӗлмен. Унсӑрӑн эпӗ ҫырма пултараймастӑп. Шавлӑ ҫын тӳрех курӑнать, унтан яланах пытанма та вӑхӑт пур, анчах лӑпки сан патна курӑнмасӑр, курӑк хушшинчи усал ҫӗлен пек шуса пырать те, сана хӑвӑн чунун чи уҫӑ вырӑнӗнчен сӑхать. Хӑрушӑ вӑхӑтсенче вӑл хӑйне хӑй аван тыткаларӗ, ыттисенчен пӗрре те кайра пулмарӗ, ӑна та паттӑр кавказ ҫыннисен йышне йышӑнчӗҫ. Вӑл ҫакна хӑй те пӗлет. «Эх, ҫакӑн пек чаплӑ тумтире ним тирпейлемесӗр хӑварчӗ!» терӗ умански куренныйӗ Бородатый; вӑл лашине хӑйсеннисенчен пӑрчӗ те Кукубенко вӗлернӗ шляхтич патнелле уттарса пычӗ. Шуррисен утлӑ ҫарӗ шывран шуса тухакан ҫынсем ҫине тискер кайӑк хаярлӑхӗпе пыра-пыра ыткӑннӑ. Инсаров хӑй ыранах Мускава куҫса кайма шутлани ҫинчен тин ҫеҫ каласа пӗлтерчӗ ӑна. Кайнӑҫемӗн тӑпра хытса пырать, хӑйӑр таврашӗ пӗрре те тӗл пулмасть, ҫапла вара меданоссем те пӗтрӗҫ, сывлӑшра мӑкӑрланса тӑракан тусан та курӑнми пулчӗ. Лашасем пая-брава текен ҫӳллӗ курӑксем хушшинче маттурлансах чупаҫҫӗ; вӑл курӑк пуринчен ытла пампассенче ӳсет, аслатиллӗ ҫумӑрсем вӑхӑтӗнче индеецсем ҫавӑнта пытанса юлаҫҫӗ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче пӗтӗм ял хускалчӗ. Ывӑлне, халличченхи пекех, кабинета вырнаҫтарса, вӑл унран пытанманни кӑна юлчӗ, арӑмне те ытлашши ачашласран чарчӗ. — Ма ҫывӑрмастӑн эс? — ыйтрӗ Елена унран юлашкинчен. Ҫак ӗҫ пуличчен пӗр сехет маларах Ольга сӗтел хушшинче ларатчӗ. Половцев хушнине туса, Яков Лукич ытлашширех тӑрӑшнӑ иккен, ҫакна пула завхоз вырӑнӗнче аран-аран тытӑнкаласа юлчӗ. Ҫакӑ вӑл нумая пычӗ, ҫавӑнпа та ҫынсене каллех кичемлӗх ҫавӑрса илчӗ. — Командир вӑл. Унӑн мелӗпе ҫӗре ҫапла сухаламалла: пӗр акр ҫӗр ҫине хушшисене ултӑ дюйм хӑварса, сыснасем питех те юратакан ҫимӗҫсем — йӗкелсем, финиксем, каштансем тата ытти ҫимӗҫсем сакӑр дюйм тарӑнӑш чавса хумалла, ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав ҫӗр ҫине ултҫӗр е ытларах сысна кӑлармалла. Ҫӗре чавса хунӑ ҫимӗҫсене шыраса, темиҫе кун хушшинче сыснасем ҫӗре акма юрӑхлӑ чавса ҫитереҫҫӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех вӗсем хӑйсен тислӗкӗпе ҫӗре те ҫемҫетеҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, сӑнаса пӑхнӑ тӑрӑх, ҫӗре ҫапла сухаласан вӑхӑтпа расход нумай тухать, ҫитменнине тата тырпул та питӗ начар та тухӑҫсӑр пулать. Санӑн географипе пӗлнисем пит тӗрӗсех килмеҫҫӗ, вӗсене тӳрлетесех пулать. Каҫхине вӑл ҫӳҫтунине мӗнле явнине те пулин астумастӑп. Тӗрлӗ хатӗр хурса тултарнӑ урапи ҫинче, хыҫалта, пӑхса савӑнмалӑх хура пӳтекӗ выртатчӗ. Апачӗ чаплах мар: вӑл пӗр пысӑк аш татӑкӗ анчах, ӑна ҫирӗм тӑват фут сарлакӑш тирек ҫине хунӑ. Кулнӑ чухне вӑл куҫне мӑч-мӑч-мӑч хупкалать те тутине малалла тӑсать, ку вара ӑна ҫав тери ӑшӑ кӑмӑллӑ кӑтартать. Апрелӗн ҫирӗм пиллӗкмӗш тӗлне Клисурӑна хӳтӗлекенсем ытларах пӑшӑрханма тытӑнчӗҫ. Вӑт кам сирӗн рете вӗлересле кичемлӗх сарнӑ пулӗччӗ! Мӗн суятӑн?» Унтан пӗри тупӑкӑн пӗр енне, тепри тепӗр енне тӑчӗ, вара иккӗшӗ те чӗркуҫленчӗҫ, ҫамкисене тупӑк ҫумне тӗксе, кӗлӗ вулама тытӑнчӗҫ, анчах сасӑпа мар, хӑйсен ӑшӗнче мӑкӑртатрӗҫ. Эпӗ чӗнмерӗм. Ну, тем мар, вырнаҫкалӑпӑр-ха мӗнле те пулин. — Хӗ-неҫ-ҫӗ? Упа ашӗ ҫеҫ лайӑхрах пулӗ, тен. Ҫак каҫпа тата тепӗр кунӗнче те асӑнмаллӑх нимӗн те пулса иртмерӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех эпӗ хӑюлланса ҫитрӗм, юлашкинчен веслапа ишме те хӑтланса пӑхрӑм. Е такамран тата:— Акӑ, пурӑнса та ҫитрӗ — ну? — тесе ыйтать. Вӑл Ефим Чернявкин пулчӗ. Эпӗ ҫав хӗрарӑма курман-ха, анчах эсир каланӑ тӑрӑх, хам ӗлӗк, юратса тӑнӑ пӗр хӗрарӑм пулӗ тесе сӗметлетӗп. — Эсӗ ҫылӑхна ҫынтан пытарма ан вӗрен, — шӑл йӗрсе ответленӗ Саша. Унтан вӗсенчен пӗри пит сӑпайлӑн та кӑмӑллӑн ҫапла каларӗ: — Шутсӑр шел пулин те, сэр, эпир сире вӑл ӗнерхи каҫчен ӑҫта пурӑннине ҫеҫ кӑтартса яма пултаратпӑр. Ҫав тӗттӗм тӗнре юрату, ҫутӑ пайӑркисем ытла та сахал, кӳренесси, ҫиленсе ҫитесси тата курайманлӑхпа яланах туслӑ пулакан хапсӑну ытла та нумай. Корчагин чикӗ хӗррине каять те ик-виҫӗ эрне хушши районра пачах пулмасть, ман вара мӗнпур ӗҫе сӗтӗрсе пыр. Часах вӑл аякри кӗрлев пулса тӑчӗ. Кӗҫех сирӗнпе курнӑҫассине шанса тӑнипе, юхакан пӑрсем хушшинче ҫулҫӳренине, ҫав тери пысӑк асаппа Франц-Иосиф ҫӗрӗ ҫине ҫитсе ӳкни ҫинчен каласа та тӑмастӑп. Ҫак хушӑра хӗрарӑм платйи кӑмӑллӑн чӑштӑртатни илтӗнсе кайрӗ, ун патне чӗнтӗртен ҫӗленӗ тум тумланнӑ ватӑ хӗрарӑм, ун хыҫҫӑн хӑйӗн пилӗкне татах та чиперлетекен шурӑ платье тӑхӑннӑ пирожнӑй пекех ҫӑмӑл ҫамрӑк хӗр ҫывхарчӗ. — Ултӑ уйӑхра; часах акӑ ҫичӗ уйӑха каять, вунпӗрмӗш числара. Калама пӗлместӗп эпӗ ӑна… — Лайӑх хыпар ҫӳрет сан ҫинчен! Ытла та маттур ҫынсем эсир пурте! — Бэла пире каярахпа тӳррипех каласа пачӗ, Печорина малтанхи хут тӗл пулсанах вӑл ӑна час-часах тӗлӗкӗнче курса тӗлӗрнӗ, ҫинчен тата ун кӑмӑлне ҫавӑнччен пӗр арҫын та Печорин пек хускатайман. Ярмола, чӑн та, Таранчика хӳме ҫумӗпе уттарса ҫӳрететчӗ-ха. — Унччен сирӗн пӗр хут тирне сӳсе илмесен, ҫаплах пулать, — тесе хушса хучӗ майор. Вӑл кулӑшла та пулӗ, тен, анчах ҫапах та вӑл тӗрӗс. Ман ҫынпа калаҫас килет, ҫын — ҫук! Талант! — тенӗ вӑл. «Эпир ку!» кӑшкӑрчӗ Янкель: «тупата туршӑн эпир, ырӑ пансем!» Хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама вӗсен вӑхӑт та юлман. Хӑйсен ҫулпуҫӗсем вилсен, вӗсем татах ҫынсем вӗлерсе парне параҫҫӗ. Вӑл ухмах хӗрарӑм мар, хӗрсе чӗрре кӗресси иртсе кайӗ, хӗрме памӑп! — Анчах малтанах асӑрхаттаратӑп: тӑрӑшни ахалех пулать. Тата кам ҫав килхушшинче: «Эсир, юлташ, тулӑксӑр ача! Ан тив, пӗлтӗр, службӑра ӑна никам та вӑйпалан тытса тӑмасть». Панулмисемпе ӗҫе пӗтерсен. Мӗн тума ҫав дискуссие пуҫласа ямаллаччӗ-ха унӑн!? Ҫавӑнпа хӑрататӑн-им эсӗ? Прокофьич пурӑнать-и тата? — Каяс килмест… Чеснок вӑл Орлик бандинчен. Халь типӗттеретӗп акӑ; пуставӗ ҫӳхе, лайӑхскер, тавӑрса ҫӗлетсен каллех тӑхӑнса ҫӳреме юрать». Сеттльментре пӗр ҫын ҫеҫ хай ҫине ҫав обязанноҫе илме пултарни палӑрнӑ: вӑл ватӑ Зеб Стумп пулнӑ. Чаплаттарса кочегар хирӗҫ калать: — Эпӗ ӑна пӗлместӗп. Профессор сӑнӗ паян ӗнерхинчен лайӑхрах. Вӑл чӑнах та илемлӗ те сайра тӗл пулакан кӗнеке иккен. Унта кам та пулин выртать пуль терӗм эпӗ, — пирӗн патӑрта шӳтшӗнех ҫапла час-час тӑваҫҫӗ: кимӗ ҫывӑхне ишсе ҫитсен, сиксе тӑраҫҫӗ те ҫынран кулма тапратаҫҫӗ. — Витсе хур, ан тив, — терӗ те вара вӑл, аяккалла пӑрӑнчӗ. — Виҫӗмкун, пӑхатӑп та, вӑл Пушкина вулать, — тет ҫак хушӑра Базаров. Каннӑ лашасем сиккипе пыраҫҫӗ. Шыв ҫывӑхрине пула кунти вырӑнсенче пӑртак ӳсентӑрансем те пур. Халӗ ӗнтӗ ӗҫ ҫинчен калаҫар. Санин Полозова г-жа хӑйне ҫапла ирӗклӗн тыткаланинче хӑй шутланӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑ вӗҫленессине курчӗ. — Эсӗ мана нумай кӗтрӗн-и? — ыйтрӗ Аркадий. Карап ӑҫта? Ку закон вырӑнчех темелле. Анчах пирӗн, йӗкӗт, Дон тӑрӑхӗнче, патша саманинче казаксем улпутсен умӗнче ытла хӑрасах тӑман. Пӗрре, хӗрарӑмсем ҫӗрлехи кӗлле кайсан тата хуҫа чирлӗ пирки киле юлсан, манран вӑл ыйтрӗ: — Виктор кулать, эсӗ, Пешков, сӑвӑсем ҫыратӑн, тет, чӑнах-и? «Ну, йӗкӗт! — тӗлӗнет Умрихин. Унтан тарӑхса шарика хӑй патӗнчен ывӑтса ячӗ те шухӑшлама тытӑнчӗ. Килӗнче унӑн — амӑшӗ-мӗн, ӗҫке ернӗ ашшӗпе, ҫурма идиотла ывӑлӗпе те тӑватӑ пӗчӗк хӗрачапа; ҫӗрне вӗсенне ялйыш вӑйпалан та тивӗҫсӗррӗн туртса илнӗ; ҫав ялйыш ырлӑхне пула халь пурте ӑҫта-тӑр ӗмӗрне вӗҫленӗ пӳрт пеккинче хӗсӗнкелесе пурӑнаҫҫӗ; аслисем ют ҫынсем патӗнче ӗҫлеҫҫӗ, кӗҫӗннисем кӗлмӗҫленсе ҫӳреҫҫӗ. Ну, ирхи апатӑршӑн тавтапуҫ, кил хуҫисем! Пӗлетӗп эпӗ сирӗн пеккисене. Ӑна Су Хутам Лу тесе чӗнеҫҫӗ, ку «Уйӑхпа калаҫакан» тенине пӗлтерет. Эпӗ ҫакна ҫирӗппӗн ӗнентӗм, ку ӗненӳ мана ҫавӑн ҫинчен кама та пулин каласа парса йӑпанма хистерӗ. Халиччен ку мыскарана курман-пӗлмен ҫынна ҫав пӳлӗм умне илсе пыраҫҫӗ те, хӑй сисиччен ӑна сасартӑк упа патне тӗртсе яраҫҫӗ, алӑкне питӗрсе хураҫҫӗ. Мӗскӗн хӑна вара ҫӑмламас упапала пӗр пӳлӗмре пӗр-пӗччен тӑрса юлать. Вӑл пӗр мӑшӑр тӳрех хӑй ҫине пынине курать те кӗтмен ҫӗртен ура ҫине сиксе тӑрать, ҫарти пек хытӑ кӑшкӑрса ярать: — Стой! Кам килет? — тесе, кивӗ, ҫитменнине авӑрламан пӑшалӗпе тӗллет. — Хамӑр ҫынсем. Эпӗ ку, Вершинин! — кӑмӑлсӑр сасӑ пачӗ Давыдов. Ҫывӑхрах виҫӗ ача ларнипе шикленсе, вӗсем хыттӑн чӗвӗлтетсе чӳрече умӗнче ҫаврӑнкаласа вӗҫме пуҫларӗҫ. Прерире пурнакан ҫыншӑн тул ҫутӑлнӑ-чух тӑни вӑл — кая юлни пулать пулас. — Мӗн тери киревсӗрле ҫакӑ, шухӑша эсӗ мар, вӑл сана ертсе пырать пулсассӑн… Ҫапах, телейне кура, Воропаев вилме пултарнӑ текен шухӑш унӑн пуҫне ниепле те шӑнӑҫаймарӗ, питҫӑмартисем ҫине куҫҫулӗн икӗ хӑюсӑр тумламне кӑларса хӑварчӗ те часах ҫухалчӗ. Хӑй патне тавар илме ҫӳрекен хӗрарӑмсем килӗсенче мӗн-мӗн хӑтланнине пӗлсен те, пӗлмӗш пулнӑ вӑл, никама та хурламан. Анчах таҫта инҫетре, аялта-аялта, гаммӑсен тӗрлӗ сассисем янӑраса кайрӗҫ, умлӑн-хыҫлӑн илтӗнсе тӗттӗмлӗхе касса ҫурчӗҫ те, вӗсем те тӗпсӗрлӗхе кусса анса пӑчланчӗҫ. Уэлдон миссисӑн хӑйпе пӗрле укҫи чылаях пулнӑ, анчах вӑл ниҫта та тупӑнмарӗ. Куратӑн-и? — Ӑҫта? Князь мана питӗ аван йышӑнчӗ, вӑл питех те йӗркеллӗ ҫын, — пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ Белецкий. Июнь пуҫламӑшӗнче эпӗ Мускава тухса кайрӑм. Эпӗ капитана икӗ енчӗкне, енчӗкӗсенчи икшер ҫӗр спругӗпех патӑм, тата Англие таврӑнсан ӑна пӗтӗ ӗнепе сурӑх парне пама пултӑм. Вӑл аллисене хутлатса, чӑмӑртаса илнӗ те, пуҫне сӗтел ҫине лӑштӑрах уснӑ. Мӗншӗн Архангельска? Тӗреклӗреххи ҫав-ҫавах пӗр ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калать-ха, эрех-сӑра хӑвачӗ юлашкинчен ӑна та ураран ӳкерчӗ, вӑл та йӑванса кайрӗ, вара пӗтӗм Сечь ыйӑха путрӗ. — Катя, ӑҫта каятпӑр эпир санпа? Пули-пулми ҫӗре мар тата, мурилесшӗсем, Коммунистла университета. Эпӗ сана савмастӑп-и?! Ҫавӑн пек «хӑнана ҫӳрессисем» уншӑн ывӑнтаракан та кӑмӑла кайман ӗҫ пулнӑ, анчах шпионсен аллине лекес мар тесе вӑрттӑн ӗҫлекен кирек хӑш ҫын та ҫавнах туса пымалла пулнӑ. Ывӑлӗ пысӑк, вун икӗ ҫултискер, ҫавӑнпа чиканла ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑнса ҫӳреме вӑтанать… Давыдов ҫакна самантрах ӑнланса илчӗ, ун чӗрине савӑнӑҫ касса кайрӗ, кӑштах хӑйӑлтатакан сасси хаваслӑн янӑрарӗ: — Ну, сывӑ-и, юлса пыракан ӗҫченсем! Сomme il faut ҫынни вӗсенчен танлаштарма ҫук ҫӳлте тӑрать; вӑл вӗсене картинӑсем ӳкерме, нотӑсемпе кӗнекесем ҫырма, ырӑ ӗҫсем тума ирӗк парать, — вӑл вӗсене ҫакӑншӑн мухтать те: лайӑх япалашӑн кирек кама та мухтама юрать, — анчах вӑл вӗсемпе пӗр шая тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл comme il faut ҫынни, вӗсем унашкал ҫынсем мар, — ҫакӑ ҫителӗклех. Шухӑшлама та кирлӗ мар. Вӑл савӑнсах кайрӗ, чӑнах та ҫапла иккенне ӑнланчӗ, вара хӑй пӗлекен пӗртен-пӗр япалашӑн — юратушӑн чӗрӗлсе тӑчӗ. — «Походра акӑ, сӑмахран, пӗр-пӗр местечкӑна кӗретӗн те, мӗн тӑвас тетӗн-ха? — Эпир халь Атланти океанӗнчен инҫере-ши? — тесе ыйтрӗ майор. Эсӗ, йӗкӗт, пулӑ тытма юрататӑн-и? — Кам ӑна курас тет, ҫавӑнпа тава кӗме пултаратӑп, — сӑмаха хутшӑнчӗ ҫӑвар уҫмасӑр чӑтайман Цанко арӑмӗ, — ыран вӑл ирпе ирех кунта кӑйкӑр пек вӗҫсе ҫитет. Санпа нимле йӗркеллӗ сӑмах та тупас ҫук!» Оленин хӑйӗн пӳртне чупса кӗчӗ те казака вунӑ тенкӗ укҫа илсе тухса пачӗ. Шупкаланса сапаланнӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем майӗпен шӑвӑнаҫҫӗ. Каллех хуҫине курсан, Черня нӑйӑклата-нӑйӑклата крыльца патӗнчен аяккалла ыткӑнчӗ те карта урлӑ сиксе пахчаналла тапса сикрӗ. Ҫав самантра пӑлхавҫӑсем те икӗ ушкӑна окопсенчен анса тӗрӗксене хирӗҫ вырнаҫма тытӑнчӗҫ. — Давыдов сӗтел айӗнчен урипе Нагульнова тӗртсе илчӗ, пӑшӑлтатса: — Куратӑн-и? Тахӑш тапхӑртанпа ӗнтӗ вӗсем патнелле инҫетрен пӗр темӗнле ӑраснарах йышши сасӑ илтӗнсе килме пуҫларӗ. Анчах вӗсем ӑна — эпир хӑшпӗр чухне сехет сассине астуманни пекех — астумарӗҫ. Флягӑн чӗн ҫаккине хулпуҫҫи урлӑ ҫакса ярса тата хӑй ҫинелле серапэ витӗнтерсе, Эль-Койот сеттльмента тухса кайнӑ. Хунар ҫут-ха эсӗ, пыр ман хыҫҫӑн. «Мӗншӗн хуллентерех? — тесе шухӑшларӑм эпӗ тӗлӗнсе. Вӑл хӑйне хӑй шӑпах хӗрарӑмсене килӗшмелле тыткаланӑ: вӑл тирпейлӗ, сӑнавлӑ, шӑрчах мар, шараҫланмасӑр кулакан ҫын пулнӑ. Унтан хӗлле, анне йывӑр чирлесе ӳксен, эпӗ студентсене те, кӗнекесене те манса кайрӑм та, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, Пизӑна ҫӳреме те пачах пӑрахрӑм. — Эпӗ сире калама пултаратӑп… калас-и… эсир мана ҫакӑнта мӗншӗн тӗл пулнине? Мӑнаккӑшӗ малтанах тӗленсе хытса тӑчӗ, унтан кӑмӑллӑн кулса ячӗ. Вӑл ҫак юлашки сӑмахсене каласан, вӗсене ҫирӗплетес тата вӗсен пӗлтерӗшне пӗлтерес тенӗ пек, пуҫне темиҫе хут сулса илчӗ. — Эсир час-часах пулатӑр-и вӗсем патӗнче? Эсӗ итлесшӗн мар-и? Куян Тути манран Англи ҫинчен ыйтма тытӑнчӗ, туршӑн та, эпӗ ҫав тери хӑрарӑм, кӗҫ-вӗҫ хамӑн суя тухасса кӗтрӗм. Егорушка ҫинчен куҫне илмесӗр тата кӑштах чӗнмесӗр тӑрсан, тӗлӗнтермӗш Тит пӗр урине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, ура тупанӗпе хыпашласа, тӑмалли меллӗ вырӑн шырарӗ, вара чул ҫине хӑпарчӗ; кунтан вӑл Егорушка ҫине тӳррӗн пӑхса — хӑйне хыҫалтан ҫапасран хӑрарӗ тейӗн — кутӑн чакрӗ, тепӗр чул ҫине улӑхрӗ, вара малалла та ҫапла майпах хӑпарса пырса, тӗмеске тепӗр енче ҫухалчӗ. Эпӗ шӑхӑртӑм. — Сире амантнӑ, амантнӑ! — кӑшкӑрчӗ Петя Уралец. Тӑмран ҫав тери тикӗс ҫыпӑҫтарса тунӑ япаласем куҫа хитре ҫутӑ сӑррисемпе илӗртеҫҫӗ. Анчах хам пит вӑйсӑрланнипе мӗн калаҫнине уйӑрса илейместӗп. Чугун ҫул ҫинче, хӑйне тапӑнма ҫуккипе мухтанса, бронепоезд тӑрать, унӑн башнисенче хура ҫӑварлӑ тупӑсем пытанса тӑраҫҫӗ. Хайхискер куҫне чарчӗ пӑрахрӗ. Унӑн сасси те ҫемҫелнӗ иккен, ҫыпӑҫулӑрах. Вӑл тискер ҫынсене ытла ҫывӑх курнӑ, вӗсем чӑн-чӑн ҫынсемех пулни пирки вӑл йӑнӑшма пултарайман. Сӑмахран, малта кӑтартнӑ пример тӑрӑх, вӗсем ман тӑшман ман ӗнене мӗнле майпа туртса илме пултарни ҫинчен ыйтса пӗлес вырӑнне урӑххисем ҫинчен: ман ӗне хӗрлӗ е хура тӗслӗ пулни ҫинчен, унӑн мӑйракисем кӗске е вӑрӑм пулни ҫинчен, ӑна килте е кӗтӳре суни ҫинчен, вӑл мӗнле чирсемпе чирленисем тата нумай ыттисем ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр тавлашма юратаҫҫӗ. Кунта тата ҫакна та палӑртмалла пулать: ҫав ҫынсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне ӑнланма май ҫук тӗрлӗ сӑмахсемпе пуплевсем калаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпир вӗсен калаҫӑвне ӑнланма та пултараймастпӑр. Законсене те ҫакнашкалах тунӑ. Законсем питех те нумай, вӗсем ҫав териех ӑнланмалла мар, пӗр законӗ тепӗр законне хирӗҫлет. Ҫавӑнпа та вӗсем тӑрӑх, пӗр-пӗр ӗҫе законлӑ е законлӑ мар, тӗрӗс е тӗрӗс мар тунине, тӗрӗслӗхпе тӗрӗсмарлӑх ӑҫтине уйӑрса илме йывӑр. Женьӑн булкӑпа варени ҫиесси килчӗ. Манӑн айӑпа пула аттене тытса кайрӗҫ, манӑн айӑпа пула эпир укҫасӑр выҫӑ ларатпӑр. Калаҫу университет ҫине куҫрӗ. Хӑй пит сивӗ кӑмӑллӑ пулнӑ тапхӑрсенче те ашшӗ хӑй хӗрнӗ ҫавӑн пек йӑпанма чарма пултарайман. Эпӗ, ват ухмах, савӑнатӑп пулать: акӑ, тетӗп, ыйхӑпа пӗтӗмпех иртсе каять, сӗвӗрӗлет. Вӑл ман патӑма ҫӳле хӑпарса, ман ҫывӑха чирлӗ ҫын вырӑнӗ ҫине ларакан тухтӑр евӗр шӑппӑн пырса ларни чӗрене ыраттарнӑн, кӳрентернӗн туйӑнать. Вӗсем курма ӗмӗтленнӗ ҫӗрпе хуҫалӑх тӗлӗк ҫеҫ пулчӗ, тӗлӗкӗ вара тӗлӗк пекех иртсе кайрӗ, чӑннипе вӗсем ҫӗрпӳрте, кӗленчи ваннӑ хӑрах чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме ҫеҫ лекрӗҫ. Унӑн хуралнӑ стенисем кӑвакарса кайнӑ, йӗпеннӗ, чӳрече патӗнче шӑтӑк тимӗр кӑмака, ун ҫывӑхӗнче — уксах ураллӑ сӗтел ларать; кӗтесре выртса тӑма сарнӑ урпа улӑмӗ сапаланса выртать. Урӑх ним те ҫук. — Сирӗн мӗнлескер? — ыйтрӗ Иконин. Каялла нихӑҫан та, нихӑҫан та, нихӑҫан та ҫаврӑнса кӗтме пултарайманнине вӗлерет вӑл. Сайра-хутран ҫеҫ, траншея кукрашкисенче, вилесене пытаракан командӑри боецсен сассисем илтӗнкелеҫҫӗ; вӗсем вилесене, вӗсен хӗҫ-пӑшалӗсене пуҫтараҫҫӗ. Вӑл ыйтусем пама тытӑнчӗ, хӗр унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ уҫҫӑн ответлесе пырать. Сасартӑк, кӗтмен аҫа-ҫиҫӗм пек хыпар килсе ҫитсе, ман ӗмӗте татса хучӗ. Хам тухса каймалли кун, шӑпах ҫул ҫине тухма хатӗрленнӗ самартра, ман пата пӳрте Зурин пырса кӗчӗ. — Ҫук, пымасть, — ҫирӗплетсе хунӑ Силанти мучи те. Эпир тунӑ ӗҫ тесен — куҫ умӗнчех вара! Пӗлместӗп. Сергей, малтан ут! Ҫавӑн пек ирсӗрлӗхе христианин, йӑваш ҫынсене хӗрхенекен христианин ҫеҫ калать, вӑл пит хытӑ туртса ҫыхнӑ чӗне курсан, хӑранипе шуралса каять. Сасартӑк вара, хӑйшӗн те кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пекех:— Тутар ку, полковник господин, — тесе хучӗ хуллен. Пӗр пилӗк минут хушши вӗсем пӗр чӗнмесӗр пычӗҫ, — арҫынсем-ҫке! — унтан Федотка тӳсеймерӗ — Давыдов пӳрнине аллинчен вӗҫертмесӗрех каллех малалла туртӑнчӗ те, аялтан ҫӳлелле пӑхса, шӑппӑн:— Эсӗ ҫӗҫҫе хӗрхенместӗн-и? Темӗнле каласан та, пурнӑҫ ӑна пустуй тапаланни те хурлӑх курни пек анчах туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хальтерех ҫеҫ вилсе кайнӑ Джимми Годжеса кӗвӗҫрӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗрех тӗрлӗрен тӗлӗксем курса, тӑпра ӑшӗнче шӑтӑкра ҫывӑрса выртни мӗнле лайӑх вӑл», — тесе шухӑшларӗ Том. «Йывӑҫсем хушшинче ҫил пӑшӑлтаттӑр, вӑл вилӗ тӑпри ҫинчи курӑкпӑ чечексене ачашлатӑр, санӑ варӑ нимӗн те пӑшӑрхантарас ҫук, эсӗ нихҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрех нимӗн ҫинчен те хуйхӑрмастӑн». Юханшывӑн сӑртлӑ енӗ хӗвӗшӳпе йӑсланӑ, — унта пӑрахутсем ҫӳренӗ, вӗсен сассисем, ахлату пек илтӗнсен, ку енне — улӑха, лӑпкӑ шыв хумӗсем уҫӑ сывлӑша ҫепӗҫ сасӑсемпе тултарса тӑракан ҫӗре — ҫитнӗ. Мӗн тавӑрса каламалла санӑн? — Ҫук, Иван Иваныч. — Сире пулӑшам-и? Минӗрӳ Эпӗ сасартӑк хӗрарӑмсене, уйрӑмах Соньӑна, курайми пулса ҫитрӗм; эпӗ хама: ку вӑйӑсенче нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук, вӗсем хӗрачасене кӑна килӗшӳллӗ, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм, манӑн ҫав тери ашкӑнассӑм килчӗ, мӗн те пулин пурне те тӗлӗнтермелли тӑвасшӑн пултӑм. Эвелина «Усадьбӑри» суккӑра качча тухма татӑклӑнах шут тытни ҫинчен ҫав кӗркуннех ашшӗ-амӑшне пӗлтерчӗ. Хӑвна валли чӗрчунсем хушшинче юлташ тупаймӑн-и вара? Качака путеккине алла вӗрент, пӗр-пӗр пакӑлти попугая, е савнӑ упӑте чӗппине алла илентер. — Ҫапла, Харьковра. Икшер, виҫшер ҫын тара тытса ӗҫлеттерме пуҫларӗ. Ҫӑрттан мучи лупас айне хыпаланса утса кайнӑ, унтан кайри хапха хыҫне чупса тухнӑ — Трофим ниҫта та курӑнмасть… Вӑл хӑй чухласа илейменшӗн ӳкӗннӗ: йывӑҫ ҫине хӑпариччен малтан ун шыв ӗҫмелле пулнӑ. Джо индеец ҫав паллакан ҫыннӑн юлашки сӑмахӗсене хирӗҫ чӗнме ӗлкӗриччен ҫав шухӑшсемпе пӗрле урӑх шухӑшсем те Гекӑн вӗриленнӗ пуҫне нумай пыра-пыра кӗрсе тухрӗҫ. — Сана пӑхма тӗмӗсем картласа тӑраҫҫӗ. Ытла та хӗрӳ пулчӗ-ҫке ҫав кун! Кунта, тен, Вӑтаҫӗр Африкӑн ытти вырӑнӗсенчи пек ҫурт тумасӑр ҫӗре шӑтӑк чавса пурӑнакан йӑхсем пулнӑ пуль. — Санӑн унта тӑванусем пур-и? Типсе кушӑрканӑ ҫӑткӑн тутисемпе каччӑ ун тутине шырарӗ, анчах лешӗ унран пӑркаланчӗ, пуҫне шӑппӑн сулкала-сулкала, васкамасӑр, хуллен пӑшӑлтатрӗ: — Ҫук, ҫук, ҫук… — Ма пулмасть пулӗ? — Сми-ирррна! — тӑстарса, ҫивӗччӗн те пӑлханчӑклӑн ҫихӗрттерсе ячӗ Слива капитан площадь тепӗр пуҫӗнчен. Красноармеец хӑйӗн кӳршине тинкерсе пӑхать. Ӗнер хулара таҫтан, кӗтес хыҫӗнчен, ҫак кукӑр ураллӑ, салтакӑнни пек нимӗн те палӑртман сӑнлӑ ҫын ун патне пырса тӑрса картузне хыврӗ те, унӑн ӑшнелле, подкладки ҫине пӑхса: — Манӑн сирӗнтен илмелли пысӑках мар парӑм пур, эсир мана урана сыватмашкӑн пама пулнӑччӗ. Ҫав териех хытӑ тӑракан выльӑхсене шывсӑр та упраса пӑхаҫҫӗ. Кӗтӳ шывсӑр типсе асапланать, ҫапах та вӑл вырӑнтан та хускалмасть. Амӑш пӳлӗмӗнче сехет иккӗ ҫапрӗ, ҫав вӑхӑтрах калинкке шатлатрӗ те, Тая жакетка пӗркенсе алӑк уҫма тухрӗ. Ҫынсем тунӑ пек тусан, хуть те хӑҫан та лайӑх ҫын шутӗнче тӑран. Эсӗ вӑл мӗншӗн мӑн хырӑмлӑ иккенне лайӑхрах сӑнаса пӑхсам, — вӑйӗ нумайран! Алӑка ҫӗнӗрен питӗрсен, Пӑван алӑк шӑтӑкӗнчен никам сӑнаманнине пӗлчӗ. Маркиз, хӑйне пулӑшма тесе тӑснӑ алла аяккинелле сирсе, ҫӑмӑллӑн утланса ларчӗ. Пыратӑр-и? Любишкинӑнне кӗтӳрен кам икӗ пар лаша хӑваласа кайнӑ, пӗлместӗн-и ҫавна? Ҫук, мӗнле те пулин тупма тӑрӑшасах пулать паспорт». Шыв океанӗсем — кӑвак, утравсен ӗлкисем симӗс пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнта унӑн пурӑнӑҫӗ те татӑлчӗ. Сулахай енче, мӑн ҫынсем ларакан саксем хыҫӗнче, вӑхӑтлӑха тунӑ сарлака платформа ҫинче, экзаменра тухса каламалли ачасем лараҫҫӗ: пӗчӗк арҫын ача ӗречӗсем, пичӗсене ҫав тери таса ҫунӑскерсем, таса тумланнӑскерсем, хӑйсене ҫыхса лартнӑ пекех туйса лараҫҫӗ, юнашарах хӑйсене тирпейлӗ тытман пысӑкрах ача ӗречӗсем; батист та кисея тумланса капӑрланлса ларнӑ хӗрачасемпе хӗрсен шап-шурӑ ҫеҫ курӑнакан ӗречӗсем ҫав хӗрсем хӑйсен аллисем ҫара пулнине, хӑйсем ҫинче кукамӑшӗсен шӑкӑрчисем, ҫӳҫӗсем ҫинче шупка та кӑвак бантсем тата чечексем пулнине пӗр минутлӑха та манмаҫҫӗ. Пурте вӗсем Аникушка ҫурисем! Вӑрӑмтунасемпе ӳпресем айлӑмсемпе станицӑсем ҫийӗнче пӗлӗт пек явӑшаҫҫӗ. Эпӗ Тома тӗртрӗм те пӑшӑлтатса каларӑм: — Мӗн эсӗ, тӑр-кӑнтӑрлах каясшӑн-им ун патне? Фросьӑпа вӗсем туслӑ. — Эпӗ сана, тусӑм, губернатор патне визитпа кайса килме канаш паратӑп, — терӗ вӑл Аркадие: — хӑвах пӗлетӗн, эпӗ кӑна, влаҫсем патне пуҫҫапма кайма кирлӗ тесе кивӗ йӑласене тытса пынипе мар, ахаль кӑна, губернатор лайӑх ҫын пулнӑшӑн кӑна калатӑп, ҫитменнине эсӗ кунти обществӑпа паллашасшӑн пулмалла… Ҫак ыйту ҫинчен тишкерсе ҫырса темиҫе ҫӗр том пысӑк кӗнекесем пичетлесе кӑларнӑ. Мана… мана пурте каларӗҫ… сире килӗшет тесе. — Манӑн лашам!.. Е эпӗ турӑ ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑп та, чӑрсӑррӑн ҫапла ыйтатӑп: мӗн пирки асаплантарать вӑл мана? — Хӑратсах пӑрахрӑн! — Эпӗ хӑратмастӑп, анчах манӑн урӑхла тума юрамасть. Вӑл пурпӗрех ыйтрӗ. Павка ури ҫине сиксе тӑчӗ: — Ан тив, итлеччӗр, пурӗпӗр каятӑп эпӗ кунтан. Ӗҫӗн тупсӑмне ӑнланас тесен, ҫав пытаннине тупма пӗлес пулать. — Намӑс! — ассӑн сывласа янӑ Фома. — Эсир пултаруллӑ ҫын, питех те ҫине тӑма пултараканскер, тата лайӑх ӗмӗтсемпе пурӑнатӑр пулас. — Робустов! — кӑшкӑрнӑ Фома. — А мӗн? Мишель Флешар пашалӑва илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ, пуҫне те ун еннелле пӑрса пӑхмарӗ, тӳрех малалла утрӗ. Йӑласем пирӗн хаяр мар, музыкӑллӑ. Санин ҫавӑнтах чӗрне вӗҫҫӗн утса кондитерскине тухрӗ. Йывӑррӑн сывласа илсе, хӑвӑрт хускалчӗ те вӑл, ниҫталла пӑхмасӑр, тӳрех Лопуховсен килӗ патнелле утрӗ… Эпир арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫ пуррине куратпӑр, мӗнпур этемлӗх е этемлӗхӗн ытларах пайӗ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫпа пурӑнать, нумайӑшӗ пӗр ултавсӑр та нумайччен мӑшӑрлӑ пурӑнаҫҫӗ. Фома, ун ҫине тӗлӗнӳллӗн пӑхса илсе, нимӗн чӗнмесӗр ирттернӗ. — Ну? 1793 ҫулта пирӗн патшалӑх ҫыннисенчен пӗри, Обер Дю-Пети-Таур натуралист, гербари пуҫтарса хавхаланса ҫӳренӗ май аташса кӗрсе кайнӑ та, хӑйӗн суднине шыраса тупнӑ чухне капитанӗ шӑп кӑна якӑр илме приказ панӑ пулнӑ. Анчах пурте, ӳсӗрсем те, вӑл туртӑнкаласа тӑнине тимлӗн пӑхаҫҫӗ, унӑн сӑн-питне тата аллисене пӑхса астуса тӑраҫҫӗ. Господа, эсир ӑна ӑссӑр теме пултаратӑр. Анчах яхта ҫинчи пассажирсем пӗри те хӑйсем пуррине пӗлтермеҫҫӗ. Лось Аэлита пӳлӗмӗсене пӗрремӗш хут курать; лутра, ылтӑн ҫавра тӳпемсем, мӗлкеллӗ ӳкерчӗксемпе, — китай сунчӑкӗ ҫинчи кӳлепесем тейӗн, — сӑрнӑ стенасем. Пӗтӗм шухӑш-кӑмӑл ун ҫинчехчӗ, тӗлӗкре те, ҫывӑрман чухне те ӑна аса илетӗп: ҫывӑрма выртуҫӑн ӑна тӗлӗкре курасчӗ тесе шутлатӑп; куҫа хупсан, эпӗ ӑна хам, умра куратӑп, ҫав куҫа курӑнакан мӗлке ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса савӑнатӑп. Вӑкӑрсем пӑхаканнине утӑ сарайне питӗрсе лартнӑ та, вӑкӑрӗсене салта-салта илсе, хире хӑваласа тухнӑ. Эсӗ ӗҫлекен ҫын пек туйӑнманнипе ҫеҫ каларӑм — пит те темле… ҫӗтӗк-ҫурӑк эсӗ. Унта та пурнӑҫ пурри палӑрать: темле хурарах пӑнчӑ ял хӗрринчи ҫӑва патнелле ҫывхарать. Стоян пиччене пытарнине пурте пӗлсе илчӗҫ; клепалӑна — тимӗр хӑмана чан ҫапнӑ пек янратни те илтӗнет. — Чӑн-чӑннисем ҫине, ваттисем туни ҫине, авалхисем ҫине пӑхрӑм та, хамӑн ӑнман япалана ҫапса салатрӑм. — Ку вӑл сире ҫавӑн пек туйӑнать ҫеҫ. Эсӗ вӗсене вӑрҫса тӑкса лайӑхлатаймӑн!» — тет. Елена ӑна хӑвӑрттӑн та кӗтмен ҫӗртен чуптуса илчӗ. Усси, тем, курӑнмасть-ха. Юрӗ! — Пӗтертӗм. — Хӗвелӗн нимӗнле ҫитменлӗх те ҫук! — тенӗ ученӑйсем. Огнянов ҫав самантра тӗрӗксене чавса чикнӗ вырӑна куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. Малтан мӗнлерех пулса тухнӑччӗ?! — ҫинҫерех сасӑпа сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Константин, урӑхларах майлашӑнса ларчӗ. Марья Николаевна, юлашкинчен, хӑйӗн кӑпӑка ӳкнӗ, вараланса пӗтнӗ лашине чарчӗ: лаша ун айӗнче тайкаланса тӑрать, Санинӑн вӑйлӑ та самӑр ӑйӑрӗн кӑкӑрӗ пӳлӗннӗ. Тӑр пӗччен кӑна тӑрса юлсан, Крэнкбиль хыҫсӑр пукана сиктерсе лартма тӑнӑ та, ӑна стена ҫумне пӑталаса лартнине асӑрхаса илнӗ. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче тӑракан ҫак пӗчӗкҫӗ утрав ҫинче хӗн-хур курнӑ виҫӗ ҫын мӗнле пурӑнма пултарччӗр-ха? Мӗнле майпа виҫӗ акӑлчан пулма пултарччӗр-ха? Ҫапла ӗнтӗ, хаклӑ вулаканӑм, эпӗ сана вунултӑ ҫул та ҫичӗ уйӑх ытларах хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен пӗр суймасӑр чӑннине каласа патӑм. Ҫак кӗнекене эпӗ илемлӗ сӑмахсемпе мар, ытларах тӗрӗс сӑмахсемпе ҫыртӑм. Вара, чӗлхине чаплаттарса та пуҫне сулкаласа, эрлӗклӗн хушса хучӗ: — Эх, тӑванӑм!.. Сывлӑшра темӗнле япала ухӑ йӗппи пек шӑхӑрса иртрӗ. Уэлдон миссис ҫаврӑнса пӑхрӗ: камбузран Негоро тухрӗ иккен, вӑл карап сӑмси еннелле утрӗ. Ураран ура та иртми пулнӑччӗ ҫавӑн чух хамӑрӑн, ывӑннӑ, пурин те нервисем хускалнӑ: офицерсен те, салтаксен те. Тумланасса та вӑл паян, яланхи пек мар, ахальреххӗн тумланнӑ. — Санӑн аҫуна ырӑ мужиксемех улталӗҫ. «Вырӑс мужикӗ турра хыпса ярать» текен ваттисен сӑмахне пӗлетӗн-и? — Хӑв эсӗ, Макарҫӑм, Майӑн пӗрремӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен шкулта кӑнтӑрларан пуҫласа хӗвел анса ларичченех каларӑн-ҫке. — Аннеҫӗм! — терӗ старик, хӗре ярса тытма шутланӑ пек туса. — Аилу, утара аэлита, — чечексене тӑсса мӑйклатрӗ вӑл. Пире ӑнӑҫсӑрлӑх йӗрлет. Малтанхи ӑнӑҫсӑрлӑх вӑл — эпӗ экспедици валли япаласем хатӗрлеме Николая хушни. Эпир ӗнтӗ ҫак йӑнӑша пула сехетсерен,минутсерен инкек тӳсетпӗр». — Ҫавсене эсир пурне те шухӑшласа кӑларнӑ пирки эпӗ пӗр минут та иккӗленсе тӑман, — терӗ лӑпкӑн Джемма. Ку сӑмахсене каласа та пӗтерейменччӗ, алӑк шатӑртатса уҫӑлчӗ те присутстви пӳлӗмӗнче Иван Никифоровичӑн малтанхи ҫурма кӳлепи курӑнсах кайрӗ, тепӗр ҫурма пӗвӗ унӑн алӑк леш енчехчӗ-ха. Озеров тӑчӗ, аран ҫеҫ чӑнкӑ ҫыраналла хӑпарма пуҫларӗ. Ҫу уйӑхӗнче кӑна ҫанталӑк ҫапла хӑвӑрт улшӑнать. — Сире асаплантарма кирлӗ марри ҫинчен эпӗ Корытова каларӑм ӗнтӗ. Апла пулин те — сирӗнсӗр пуҫне кама чӑрмантарас-ха? — Сыщиксем килчӗҫ — сиввӗн каларӗ Уҫӑп; хӗрарӑм ахлатса илсе, тухса кайса ҫухалчӗ, Уҫӑп хыҫҫӑн сурчӗ те мана ӑнлантарса пачӗ: — Сыщиксенчен вӗсем шуйттанран хӑранинчен те ытларах хӑраҫҫӗ… Ку туйӑм ҫиҫӗм пек вӗҫсе иртрӗ. Алексей малтан ӑна ӗненмерӗ те. Вена тӗрӗс-тӗкелех-и? Юрать-ха, ҫулла… ӑшӑ… Вӗсем иккӗш те пит тӗреклӗ каччӑсем, тин ҫеҫ вӗренсе тухнӑ семинаристсем пек, куҫ айӗнчен пӑхаҫҫӗ. — Эс пӑх-ха, епле ҫирӗпленсе ларчӗҫ вӗсем, амӑшӗн ывӑлӗсем, э? Вӑл пӗр самантлӑха та чарӑнса тӑмарӗ. Халӗ тӗлӗнсе хытсах кайрӑмӑр: эсир пама пулнисем ытла та йывӑр иккен вӗсем! — Чӑпта! «Йывӑррисен» палатине госпиталь тулашӗнчи тӗнчен пурнӑҫне кӗртмеҫҫӗ, госпиталь тулашӗнчи тӑвӑлсем кунта инҫетрен илтӗнекен сасӑсем пулса ҫеҫ кӗреҫҫӗ. Аса та илмен пулӗ эсӗ, ваше благородие, хӑвна ҫил-тӑманра ҫӑлнӑ ҫын аслӑ государь хӑй пулнине? Тепӗр самантра вӑл хӑйӗн штык вӗҫӗпе поляк штыкне ҫапса пӑрса ячӗ. Эп пынӑ вӑхӑтра вӑл ӗҫлесе ларатчӗ, — тетрадьсем тӗрӗслетчӗ. Эпӗ ҫулне пӗлетӗп. Эпӗ пур чух вӑл ӗҫне, мана пач курман-пӗлмен пекех, сивӗ те туртӑнкӑҫла витӗмлӗхпе тума тӑрӑшрӗ, анчах эпӗ час-часах ун аллисем сасартӑк ӗҫ варринчех чӗркуҫҫийӗсем ҫумӗпе халсӑррӑн усӑннине, куҫӗсем аялалла, урайнелле, ним хускалмасӑр та тӗлсӗр-мӗнсӗр тӑрӑнса тинкернине асӑрха пуҫларӑм. Ҫӗршыв ҫирӗпленсе, вӑйланса пырать, ак халӗ ӗнтӗ нумай пулмасть пӑрахӑҫа тухнӑ кичемлӗ, пурӑнӑҫсӑр, тӗтӗм кӑлармасӑр ларакан мӑрьеллӗ заводсем те текех курӑнмаҫҫӗ. Хӑй каймалли прерире ҫын вӗлернипе унӑн мӗн ӗҫ пур! Пӗтӗмпех вӑл кунтан уйрӑлатчӗ ӗнтӗ — хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗпе те, ҫырӑвӗсемпе те, Марья Васильевнӑра упраннӑ хӑйӗн пирвайхи ӳкерчӗкӗсемпе, «Елена Робинзонпа», «Шухӑшласа тупни ҫӗр ҫултипе», — ҫав кӗнекесене вӑл мана виҫҫӗмӗш класра вӗреннӗ чухнех вулама паратчӗ. — Ӗҫҫӗм аванах мар, ҫынсем пуҫӗсене уснӑ, — пӑшӑлтатрӗ теҫетник. Мӗн кирлӗ тата, ну? «Эпӗ — пурин пекех» тесе ҫыратчӗ мана Катя Ленинградран. — Ҫавӑнпа та, — терӗ кун хыҫҫӑн, — утравсем ҫинче сывлӑшри температура сахалтарах улшӑнса тӑрать, тинӗсрен аякри ҫӗршывсенче вӑл нумайтарах улшӑнать, ҫавӑнпа утравсенче ҫулла та шӑрӑх пулмасть, хӗлле те шартлама сивӗсем пулмаҫҫӗ. — Апла пулсан васка, ун ҫинчен ӑна каласа пар. — Унӑн ятне! Ҫул ҫинче вӗсене Веткин тӗл пулчӗ. Адьютантпа чыспа-чыс ылмашӑнтарса илнӗ хыҫҫӑн, вӑл ҫавӑнтах, лешӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, каялла ҫаврӑннӑ Ромашова аллисемпе уйрӑм, сӑмахпа каласа пама ҫук кулӑшла выляту туса кӑтартрӗ: «Мӗн, тӑванӑм, ҫурса таткалама сӗтӗрсе кайрӗҫ-им сана?» — тенине пӗлтерчӗ пулас ку. — Туршӑн та, хӑтланса пӑхрӑм, — терӗ те Шубин шӑлне йӗрчӗ, йӑлтӑр ҫуталса кайрӗ: — тутлӑ мар, тӑванӑм, ҫӑтса та анмасть, кайран пуҫ та параппан пек. Тӗрӗсрех каласан, вӑл утнинчен ытларах йӑпшӑнса ҫӳрет, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл кушак евӗрлӗрех туйӑнать. Яш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тесе эпӗ мӗне шутлатӑп Эпӗ каларӑм ӗнтӗ, Дмитрипе туслашни мана пурнӑҫ ҫине, унӑн тӗллевӗпе ҫыхӑнӑвӗсем ҫине ҫӗнӗлле пӑхтарчӗ. Эсӗ ун чухне хӑлха тесе ҫеҫ калама пултараттӑн, вӑл та йытӑ вӗрнӗ пек тухатчӗ. Пичче ӑна куҫран ҫухатмасӑр хыҫӗнченех шуса пырать. Гэндс, ман чухлӗ ҫӳле хӑпарайманскер, карап ҫывӑхнерех пулнипе шыва эпӗ ларакан вырӑнпа бульварк хушшине ӳкрӗ. — Сирӗн кунта темле вӑрттӑнла япала пур, — терӗ вӗсем тӗлӗпе иртсе пыракан учительница. Хӑйне вӑл ҫав тери проста тыткалать, уҫӑмлӑн калаҫать, унӑн пурте уҫамлӑ: утать-и, кулать-и вӑл, — пурне те ӗҫленӗ евӗр тӑвать. 1930 ҫулхи январь каҫӗсенчен пӗринче Гремячий Лог хутӑрне ҫеҫенхирелле тухакан чи хӗрринчи тӑкӑрлӑкпа пӗр юланутҫӑ пырса кӗчӗ. Ҫырма хӗрринче вӑл ывӑнса ҫитнӗ, пас тытнипе ҫӑмӗ кӑтраланнӑ лашине чарчӗ те ҫӗре сиксе анчӗ. Анна Сергеевна Катяна янаххинчен тытрӗ те унӑн питне ҫӗклерӗ. Итлеме юраман калаҫӑва ӑнсӑртран итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн эпӗ пӳлӗмрен хытӑ пӑшӑрханса чӗрне вӗҫҫӗн тухрӑм. Ҫӑлтӑрсем сӳнмен-ха, сиввӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, анчах тухӑҫра ӗнтӗ ҫутӑ палӑрма тытӑнчӗ. Апла пулсан, Эль-Койот пырсан, уншӑн тата тепӗр ҫын тупӑнӗ! — Мӗн ятлӑ эсир? — Пӗлместӗп. Вӑл шухӑ та лара-тӑра пӗлмен ача чӗрине чылаях хускатрӗ. Тоня вӑрман улпучӗн хӗрӗ. Вӑрман улпучӗ вӑл, Павелшӑн пулсан, адвокат Лещинский пекех. Юлашкинчен вӑл ӳсӗрсе илчӗ те, кашни сӑмахӗн пӗрремӗш, иккӗмӗш саспаллисен тата ытти ӗретрисене те хӑйӗн хытӑ сассипе каласа пыма пуҫларӗ: mes sunka Senr А. iсеjdok. Кӗнеки манӑн хамӑнччӗ, — пожарнӑйсен ватӑ начальникӗ ӑна мана памаллипех панӑччӗ, Лермонтов кӗнекине ҫынна пама мана шел пек туйӑнатчӗ. Старикӗн куҫӗсенчен куҫҫулӗ тапса тухрӗ. Эпӗ урӑх хут илтӗм те, лексикона куҫарса пырса, аранах йӗрсем туртса тухрӑм. «Шутла-ха эсӗ, анне килӗшетчӗ унпа — анчах кунта эпӗ ӑна сасартӑк: хӑвӑр чысӑршӑн та ятӑршӑн пустуях пӑшӑрханатӑр, хӑвӑр хӗрӗр ҫинчен сӑмах пулать тесе пустуях намӑслантӑр — мӗншӗн тесен урӑх эпӗ сирӗн хӗрӗр мар, нихҫан та сирӗн арӑм пулмастӑп! тесе пӗлтертӗм. Вӗри калама ҫук хӑвӑрт ӳсет, — хӗрӗх градуса ҫитнӗ пулмалла. Вӑл ҫапла туни мана питӗ тӗлӗнтерчӗ, шухӑша та ячӗ. Ытлашши капӑрланасси мана питех те килӗшӳсӗр япала пек, чечен тумланас кӑмӑлӑма ҫынсенчен пытармалла пек туйӑнатчӗ; Сехет ҫурӑран хамӑрӑн пӗтӗм пурлӑха шыв хӗррине, хӑвасем айне, пытарса лартнӑ сулӑ ҫине антартӑмӑр, халӗ ӗнтӗ ӑна илсе тухма пулать. — Илтетӗн-и эсӗ, Том! Цифрсем ҫак чунилли пӗтӗм тупӑшран илнӗ пая пӗлтереҫҫӗ. Тӗрӗс мар пулас вырӑнсенчен хӑранӑ ҫӗрте вӑл хӑшпӗр ӑнлантарусене кӗртсе хунӑ. Ыран ирхине тӳрех пуху пухмалла та ӑнлантарас ӗҫе пуҫласа ямалла. Манӑн ӗҫ пирки мӗн калӑр вара? Ҫак самантра ун аллине чӑмӑртамалла пулсан, эпӗ темӗн тума та хатӗрччӗ. Акӑ эпӗ ирӗке тухасси хам кӗтнинчен иртерех пулчӗ тата вӑл пит темскерле майпа пулчӗ. Ҫав тӗлӗнмелле ӗҫ епле пулни ҫинчен эпӗ пӗтӗмпе тӗплӗн каласа парӑп. Эпӗ чухларӑм: вӑл, хӑйне хай юратаканскер, мана хӑйсен ӗҫне хутшӑннӑшӑн ҫилленнӗ тата карчӑк нӑйкӑшӑвӗнчен те пӑртак вӑтанни пур унӑн. — Хаклӑ ывӑлӑм, — терӗ куларах Уэлдон миссис, — эпӗ каласа панӑ Мунито ятлӑ йытӑ эсӗ шухӑшланӑ чухлех вӗреннӗ йытӑ пулман. Паллах ӗнтӗ, вӗсем хураскерсем, румынсем те хура, вӗсен пӗр тӗн. — Хӳме хӳттипе утӑр, ваше благородие! — терӗ салтак. Виноград туни те — асӑрха эсӗ — ҫавӑн пекех. Ун витӗр шала кӗме майлӑрах тӑвас тесе, тапӑнакансем ӑна тупӑсенчен етресемпе персе анлӑлатнӑ. Тепӗр тесен, питӗ майлӑ самант: акӑ, эсир те, хӑвӑр черетпе: «Пӗрех мар-и вара?» — теме пултаратӑр. Акӑ, пӑх-ха, эпӗ сан умӑнта чӗркуҫленсе лартӑм. — Хӑвӑр ирӗкӗр эппин, — анчах мӗнле ҫине тӑракан ҫын эсир! Йӗри-тавра пурте ҫурри ҫывӑрать, пурин сассине те хупласарах хунӑ пек, пурте хусканӑва, пурӑнӑҫа хӗрӳллӗн юратса тӑнипе мар, пит кирлӗ пулса тӑнипе ҫеҫ темле ирӗксӗр хускалса ҫӳрет. Марья Николаевна вӑл кун питӗ чаплӑ тумланнӑ, ун ҫинче кӗрен тӗслӗ глясэ пурҫӑн платье, а lа Fontanges текен ҫанӑлӑскер, тата кашни хӑлхинче пӗрер пысӑк бриллиант. Говэн вӑтӑр ҫулта. Патвар ӳт-пӳллӗскер, тӗплӗн те тинкерсе пӑхнӑ тата ача пек ҫемҫен кулма юратнӑ — ҫакӑн пек пулнӑ ӗнтӗ вӑл. Косилкӑсене пӑхма килнӗ, эпӗ сана, йӗкӗт, пӗлетӗп. Мӑнастир хӳмипе тирексем ҫийӗн ҫӗнӗ чиркӳ тӑрри шап-шуррӑн шуралать, вӗсен хыҫӗнче Стара-планинан чӗнтӗрлӗ тӑрри ҫӳлелле кармашнӑ пек палӑрать, вӑл та ҫӗрлехи пӗлӗтпе хутшӑнса шӑранать. Амӑшӗ, тути ҫинчи савӑнӑҫлӑ куллипе, Мазин хыҫӗнчен утса, ун пуҫӗ урлӑ ывӑлӗпе ялав ҫине пӑхса пычӗ. Ҫак хушӑра «Дункан» ҫинчен янӑ шлюпка ҫыран хӗрринелле ҫитрӗ те, шывра курпунланса тӑракан икӗ хӑйӑр кӗрчӗн хушшинчен хӗсӗк пролив витӗр шӑвӑнса тухса, хӑйӑр ҫине ҫемҫен кӗрсе ларчӗ. Хӑвала, хӑвала пахчаран! Хӑвала! Пӗчӗк Джека пӑхса пыракан Уэлдон миссис, тен, хӑй мӗнле ывӑннине асӑрхамарӗ пуль, анчах вӑл та халтан кайнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл бом-брамселе, топсельпе кливера пуҫтарма тата брамселе антарма, марсель ҫинчи икӗ рифа ҫыхма хушрӗ. Анлӑ та лӑпкӑ юханшыв ҫинче ишме, месерле выртса ҫӑлтӑрсене пӑхса пыма ҫав тери аван! Хыттӑн калаҫас та килмест, куласса та эпир питӗ сайра та шӑппӑн кӑна кулатпӑр. — Э, тунката! — хулпуҫҫийӗсене пӗркелесе, шеллӗхлӗн каланӑ Ежов. Ҫынсене хисеплесси чи малтан пулмалла. — Каҫарӑр, мадонна! — терӗ вӑл кулса. Чирлӗ ҫынна астӑвакансем халиччен нихӑҫан та ҫапла тӑрӑшман. Кӑвакҫут килчӗ. Хапӑл тӑвӑр, кӑшт аяккарах кайӑр-ха эсир. Ҫав тери хӑвӑрт чупнипе ҫапла курӑнчӗ вӑл. Ҫак калав ман аттене тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ. — Вӑл «Фарман» ҫинче вӗҫнӗ. Пӗтӗм тӳпене районсене уйӑрнӑ, тӳпен кашни районне мӗнле те пулин обсерваторие ҫирӗплетнӗ. Пӗр самант хушшинче вӑл суд председателӗпе те, прокурорпа та, хула пуҫӗпе те, кампа чи малтан алӑ тытмалла тесе шутланӑ — ҫавсемпе пуринпе те, саламлашса тухнӑ. Ун пеккисем ун, тӳррипех каласан, нумаях пулман. — Вӑл тарса ӳкеймен-тӗк, нимӗнле хӑрушӑ ӗҫ те пулман. — Ҫуртана ил унтан, Бетси, — кӑшкӑрчӗ ҫав ҫынах, — ватсупнӑ, ӑсу пӗртте ҫук-и-мӗн санӑн? — Апла пулсан, — терӗ пичче, — нимӗн сӑнаса ҫӳремелли те ҫук, пирӗн сулӑ патне кайсан авантарах пулӗ. Ӗлӗк-авал Гришка Отрепьев патшара ларман-и вара? — Эх, тӑхтамаллаччӗ! — терӗ арбузне чаваканни, ӗнентерӳллӗ сасӑпа. Пур пӳртсене те питӗрнӗ, крыльцисене каҫах ҫуса тасатнӑ. Эпӗ доктор яланах шӑршланине, вӑл хӑйӗн аллине ҫӗрнӗ ҫӑмарта лекнӗ пек йӗрӗннине асӑрхарӑм. — Аркадий Николаевич, — мӑнаҫлӑн та ҫурма сасӑпа каласа пачӗ ӑна Василий Иванович. Алексей телейне, майор Стручков та ҫав шкултах вӗреннӗ. Флигелӗн пур чӳречинчен те ирчченех тӑхланпа пӗрӗхтерсе тӑнӑ, анчах тул ҫутӑлсан ӑна тытнӑ-тытнах. Эсир унта хӑвӑрӑн кӗнекӗр валли пит паха материалсем тупасса шанас килет. — Ҫыран хӗррисене тӗрӗс кӑтартакан карттӑсӑр ӑна тума май ҫук. Щукарь Яков Лукича хӑй ӗмӗрӗнче пайтах лаша тытса курнӑ тесе ӗнентерме тӑрсан, Яков Лукич ӑна ӗненме пултарайманнине пӗлсе тӑрать. Мӗншӗн тесен Щукарь пурнӑҫӗ Яков Лукич куҫӗ умӗнче иртнӗ. — Ну, а сирӗн кунта, Полесьере, эсремет пур-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Ах, — тенӗ татах вӑл, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек пулса, — Флоринда ҫамрӑк мисс пек ҫурри чухлӗ ҫеҫ хӳхӗм пулас пулсан та, вӑл никама та куҫран пӑхас ҫукчӗ тата никам пирки те хӑш! туса хуйхӑрас ҫукчӗ. Ну, мӗнех вара, — терӗ хытах плантатор, хута аяккалла хурса, хӑйӗн кофепе вафлисене ӗҫме-ҫиме тытӑнса, — вӑрҫӑ сукмакӗ ҫине тухсан, команчасем Коса-дель-Корвӑн шӑллӑ стенисем умӗнчен каялла чакса кайӗҫ, пирӗн гасиендӑна тивме хӑяймӗҫ, тесе шанса тӑрас пулать. Пысӑк, хӑрушӑ бастионсем, башнясем тата вӑл курӑнса каясса кӗтсе пыратӑп. Анчах ытла ан шавла-ха эсӗ. — Ҫук, шавлатӑп! Фрол Рваный кулак вара… — Любишкин хытӑ кӑна ятлаҫса илчӗ. Johann япӑх нумер туртса кӑларчӗ — вӑл Soldat пулмаллаччӗ, эпӗ лайӑх нумер туртса кӑлартӑм — манӑн Soldat пулмалла марччӗ. Вӑл манран: — Эсир университета кӗме ҫав ҫителӗклӗ тесе шутлатӑр-и вара? — тесе ыйтрӗ. Вӑл самантрах ҫырусен кӗнекине ярса тытрӗ. Акӑ сана, философ, татах задача! Ҫак урам варринче пӗртен пӗр ҫын кӑна мӗлке пек курӑнса кайрӗ. Ҫав галерейӑ тӗлне Ровоама хаджи пӳлӗмӗ те тухать. Июль иртсе август пуҫланнӑ. Анчах ак алӑк патӗнчи халӑх икӗ еннелле пӑрӑнса тӑчӗ, кая юлса килекен икӗ хӑна валли иртсе пымалӑх ҫул турӗ, лешсем, шӑв-шав хускатасшӑн пулмасӑр малалла иртсе, ирӗк пукансене йышӑнчӗҫ. Эпӗ хам сире ытлашши хӑтланнӑшӑн кӑтартӑп-ха пӗрре. — Ҫапла, сэр. Карета кустӑрмисем Франкфурт урамӗн чул сарнӑ ҫулӗ ҫинче шалтӑртатма пуҫларӗҫ, юлашкинчен, Санин пурӑнакан гостиница умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ҫакӑн пек ҫырса кӑтартнине вуларӑм эпӗ: Румынире икӗ комсомолец хресченсен куҫӗсене уҫма тытӑннӑ, вӗсене: ҫӗре ҫӗрулпучӗсен аллинчен туртса илмелле те хӑвӑр хушӑра валеҫмелле, тесе ӑнлантарса ҫӳренӗ. Шухӑшласа пӑхмасӑр хӑтланма юрамасть, ав, Загорӑри пӑлханӑн мӗнле йӑнӑшсем пулчӗҫ. Минутсем вӑрӑм шӑваҫҫӗ. — Шӑпах ҫапла! Шӑпах ҫапла пулнӑ! — терӗ Гленарван. — Ҫук. Пурте чупаҫҫӗ, пурте ҫаплах малалла ыткӑнаҫҫӗ, хыҫалтан такам йӗрлесе чупнӑ пек хӑйсем ҫын иккенне манса васкаҫҫӗ. Вӗсене ҫак этем пурӑнман утрав ҫине пӑрахса хӑварасси пирӗншӗн ҫӑмӑл мар, анчах урӑх нимӗнле май та ҫук. Кам пӗлет, эпир вӗсене карап ҫине илсен, вӗсем ҫӗнӗрен пӑлхав ҫӗклемӗҫ-ши! Хӑйсене виселица кӗтсе тӑракан ҫынсене тӑван ҫӗршыва илсе кайма та питӗ хӑрушӑ. Чӗрӗ, сывӑ, салам сире, тесе ҫыратӑр та, — ещӗке пӑрахатӑр, э? Ну, ну, хӑвна тӳрре кӑларма ан та тӑрӑш… Унтан:— Караппа юнашар тӑракан сулахайри судно мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ. Тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме-и? Амӑшӗ вара ӗлӗк те хальхи пекех кунӗ-кунӗпе фабрикӑра пулнӑ, Джонни ун чухне ашшӗпе амӑш вырӑнне киле юлнӑ. Хӑвӑртлӑх ытла сахалах мар, тинӗсӗ ытла та пысӑк. Мана лайӑхрах курас тесе, император хӑйӗн чи аслӑ улпучӗсемпе ҫавӑн ҫине хӑпарчӗ. Ялик таҫта ҫухалнӑ. Вара эпӗ хамӑр хуторти ҫынсене йӑлтах курайми пултӑм, никам ҫине те куҫпа пӑхас килмест!.. Нимӗн тума та кирлӗ мар пек. Ку ҫын 1817 ҫултан пуҫласа 1822 ҫула ҫитиччен Ҫӗнӗ Голландин субтропикӗ зонисенче шыравсем туса ҫӳренӗ. Анчах вӗсенчен пӗри мана вӑл хӑйӗн чапӗпе пуянлӑхне хӑйӗн ҫӗршывӗпе хӑйӗн патшине сутнипе кӑна тупма пултарни ҫинчен, тепри ҫак тӗлӗшпе ҫынна наркӑмӑш парса вӗлерни ҫинчен, нумайӑшӗсем тата айӑпсӑр ҫынна айӑплас майпа законсене пӑсни ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн (шансах тӑратӑп, вулакан мана ҫакӑншӑн ҫиленмест пулӗ тесе шутлатӑп), ҫак сӑлтавсем ятлӑ ҫынсене ачаранпах хисеплес туйӑма пӑртак та пулин чакарчӗҫ пулин те, кӗҫӗн вырӑнти ҫынсен аслӑ вырӑнти ҫынсене хӑйсене тивӗҫлӗ таранах хисеплесе тӑмалла пулать. Тарма? Халӑх Питу ятлӑ роялист-юрӑҫӑ кӑмӑллами пулчӗ, анчах апла пулсан та, унӑн гражданла паттӑрлӑхӗ пачах пулман теме юрамасть: вӑл ҫирӗм икӗ хутчен тӗрмере ларнӑ, пӗррехинче вара, «гражданла паттӑрлӑх» тесе каланӑ хыҫҫӑн, ҫемҫе вырӑнне ҫапса кӑтартнӑшӑн, ӑна революци трибуналӗ суд тума тытӑннӑ. Шутлӑр-халӗ, сыхласа тӑнӑ ҫӗртех япала ҫухалать. Леш кӗпене кантра ҫинченех илсе кайнӑ. Пусма тума вӗрен явнӑ ҫивиттие миҫе хут йӑкӑртрӗҫ-ши, халӗ астумастӑп ӗнтӗ! Кусемсӗр пуҫне тата ҫӑнӑх, ҫуртасемпе ҫурта тыткӑчисем, кашӑксем, кивӗ ҫатма — ӑҫтан пурне те астуса ҫитерӗн! Хамӑн ҫитсӑран ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпе тата! Каларӑм-ха сире, эпир Сайласпа иксӗмӗр, Томпа Сид ҫав вӑрӑсене кунӗн-ҫӗрӗн сыхларӑмӑр, анчах тытаймарӑмӑр. Цинциннатирен килекен пӑрахутсем чарӑнаҫҫӗ, ку — Сен-Луирен килекенни. — Ҫапла, ара, кирлӗ пулсан — тухатмӑш… Вӑл ку таранччен этем чӗлхипе калаҫма пуҫламанни унӑн чӗнмесӗр пурӑнма пысӑк сӑлтав пурринчен ҫеҫ килет пулӗ. Хӗвел шӗвӗр ту тӑррисен хыҫнелле анать. Тулта телефон пралукӗсем ҫилпе шӑхӑраҫҫӗ, кантӑк умӗнчи пӗчӗк пахча карти ҫумне нӑхтапа кӑкарнӑ лаша каҫанӗ ҫинче пӗр чакак хӑяккӑн уткаласа ҫӳрет, темӗн сӑха-сӑха илет. — «Сана кам вӗрентнӗ ҫав юрра юрлама?» «Эпӗ япӑх пӑхман, — тетӗп ӑна, — эсир ытла лайӑх ҫӳренӗ вӗсемпе. Этем чӗринчи шухӑш-кӑмӑл — тӗпсӗр шыв, ҫапах ӑна та ӑса-ӑса илме пӗлнӗ ӑслӑ патша. Одинцовӑна интереслентерме вӑй ҫитменнине туйнӑ вӑл, унпа иккӗшех юлсан, именсе ҫухалса кайнӑ; лешӗ те Аркадие нимӗн калама пӗлмен: Аркади уншӑн ытла ҫамрӑк пулнӑ. Анчах сулахай ури вара пит йывӑр та вери, — вутпуҫҫи пек тӗлкӗшет. Эсӗ хӑратни те кирлӗ мар пире: кӑнтӑрла ҫӳремелле-и пирӗн, е ҫӗрле-и — ку пирӗн ӗҫ. Дашк! Кайрӑмӑр. Ҫуна чӳхеннипе Миките вӑраннӑ та тӑнӑ. Лере вӗсем чӗререн кулянса тертленетчӗҫ, кунта йывӑр ӗҫре чи кирли ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама тивет. — Мана, сеньор… мана… Ку дон Морисио Джеральдӑн ҫурчӗ-и? Халь ман Михайло ҫывӑрать пуль ӗнтӗ, тӗлӗкӗнче эпӗ ун валли пӗр купа укҫа илсе таврӑннине курать пуль. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн боцман пулнӑ ҫыннӑн тутисем пӑртакках чӗтренсе илчӗҫ. Унӑн лӑпкӑ тӑракан пичӗ кӑштах хӗрелчӗ. Кун пек шӑлсем ларакан янахсем калама ҫук вӑйлӑ пулмалла. — Юрӗ, систерӗп. Хӑй пурнӑҫне пурӑнса ирттернисене, пурнӑҫ хуҫнӑ ҫынсене Венецие кайма кирлӗ те мар: вӑл вӗсемшӗн пирвайхи кунсенче пурнӑҫлаймасӑр юлнӑ ӗмӗтсене аса илни пекех хурлӑхлӑ пулать, анчах кам чӗринче вӑй вӗресе тӑрать, кам хӑйне сывӑ туять, вӗсемшӗн Венеци ырӑ; ан тив, вӑл хӑй телейӗпе унӑн тӗлӗнмелле пӗлӗчӗ айне килтӗр — ҫав телей кирек епле ҫутӑ пулсан та, Венеци ӑна татах та нихҫан тӗксӗмленмен ҫутӑпа ҫутатать. Пиншерӗн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ ҫынсем, пӑхаҫҫӗ, калаҫнӑ хушӑрах, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсе, йӑл кулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗрне, чи авалхине, — тӗнчере урӑх ун пекки ниҫта та ҫук пуль — вӑл куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхлать. Саламлассисем иртсен, хӑнасене кӗреке хушшине чӗнчӗҫ. — Тӗрӗс решени йышӑнатӑн эсӗ, Ҫемушка, — хӗпӗртерӗ Ҫӑрттан, Давыдов хӑйпе пӗрле выртма килӗшнишӗн питӗ кӑмӑллӑ пулса. Пирӗн пек мар нумай пухнӑ вӑл; ҫуршар така ывӑтса панӑ пуль ӑна, колбассипе ҫӑкӑрне хисепе илме те май ҫук-и тен. — Ку мӗн хӑямачӗ тата? — халӗ ӗнтӗ хытӑрах каларӗ тӗлӗнсе кайнӑ Ҫӑрттан мучи. Владеть кинжалом я умею, Я близ Кавказа рождена!!! Ҫӗнӗ хаҫат кӑларнӑ чухне техникӑллӑ ӗҫ нумай пулать: типографи, хаҫат сарасси тата… — Вӑл хӑй ҫавӑнтах хуллен, ытлашши кӑшкӑрмасӑр, анчах тӗрӗс сасӑпа юрлама пуҫларӗ. Хуҫа ура ҫине тӑчӗ те, хӑйне килӗшмен квартирантсем мӗнле шут тытасса кӗтмесӗрех, горницӑран тухса кайрӗ. Пирӗн тӑхӑр ача пулнӑ. Пиччесемпе аппасем ача чухнех вилнӗ. Урра! Ҫакна пурне те Павка тинкерсех пӑхса тӑчӗ. Эпӗ ӑна шавламасӑр кӑна итлерӗм. Утасса та вӑл ҫирӗппӗн, пӗр хӑйне кӑна илтӗнекен кӗвӗ ҫеммипе пынӑ пек утать. — Апла унпа усӑ курма та юрамасть пуль? — ыйтрӗ Мак-Набс. Пире сирӗн пӗр ҫулхи тына пур терӗҫ. Каласа парасшӑн ӑнтӑлчӗ… Вӑл ҫакӑн пек сӑмахсемпе каҫ иртичченех калаҫса ларма пултаратчӗ, эпӗ вара вӗсене астуса пӗлсе тӑраттӑм. Вӑл курчӗ: ку ӗнтӗ тӗлӗк мар; старик пичӗ турткаланса илчӗ, тутисем ӑна ӗмсе типӗтесшӗн пулнӑ евӗр ун еннелле туртӑнчӗҫ… Серёжа вӑтанса, шкул ачи пек хӗрелсе кайрӗ. Лушка шутлани тӗрӗс пулнӑ. Вӗсем ӑна тӗплӗн пӗлмен. Пурӑнас ҫынах пулнӑ иккен ҫав, Щукарь мучи! Давыдов вӗсене хул айӗнчен тытрӗ те урапа патне илсе кайрӗ. — Пирӗн темиҫе минут ҫеҫ юлчӗ. Чӗри ун те хытса ларнӑ, те таҫта ҫухалнӑ — ӑна вӑл туймасть, анчах пуҫӗнче юн тымарӗсем йывӑррӑн тапаҫҫӗ, ҫӳҫӗ вӗриленет, тутисем типеҫҫӗ. Лакей тухса кайрӗ. — Анчах иккӗмӗш хут сасӑланӑ чухне те вӑл аллине ҫӗклес килмен ҫӗртенех ҫӗклени сисӗнчӗ. Эпир кунта иккӗмӗш эшелон, резерв пулса тӑни ҫинчен пӗлтерме хушрӗ сана. Вилӗмрен чӗрӗлтӗн-и эсӗ? — Чӑннипе илсен, бунтовщиксем пулас, — терӗм эпӗ. — Вӑл хыпара эпир нумайччен пытарса тӑтӑмӑр, хӑнӑхса ҫиттӗр, терӗмӗр, унтан каларӑмӑр та, вӑл пӗр-икӗ кун хушши макӑрчӗ, каярахпа лӑпланчӗ. — Тӑхта-ха, тӑхта! — тесе, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Максим Максимыч, коляска алӑкӗнчен тытса: — Кӗҫех манса кайман… Гейка ун ҫӑварне ҫавӑнтах хупласа та хучӗ. — Ҫавӑн пек меслет пулсан, каласа парӑр, Паганель. — Камран илме хушатӑр? — мӑкӑртатса илчӗ ку вӑхӑталла хытах ӳсӗрӗлсе кайнӑ майор, пӗр 8 тенке яхӑн выляса илнӗскер. Унтан каллех калаҫма пуҫларӗ. Вӗсене пилӗк штурмовой группӑна парӑпӑр! Кукамай ман алла ҫирӗп тытрӗ те мӗнпур хӑнасем хӑйсен пӗлес кӑмӑлне ҫырлахтарса кулма пуҫличченех вӗсем ҫине ыйтуллӑн пӑхкаларӗ. — Ҫак шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫурта хӑшӗсем тунӑ? — татрӗ ун сӑмахне Дик Сэнд. Тепӗрне те ҫавӑн пекех тытса ҫурать. Виҫҫӗмӗш хутӗнче тытмалли никам та пулман, — хӑраса ӳкнӗ кашкӑрсем хӳрисене хӗссе, салхун уласа тарнӑ. Пурте ҫӑра вӗтлӗхе кӗрсе кайса ҫухалнӑ. Ӑҫта унта кӑшкӑрма? Кӑмака таврашӗнче темӗн хускалса илчӗ. Кунпа пӗрлех, ҫакнашкал ним савӑнӑҫсӑр шухӑшсем ҫумне тата темскер, тем ҫитменнине куҫкӗретӗнех асилтерсе тӑраканскер, пырса хутшӑнатчӗ те, вара ҫакӑ йӑлтах суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче, унӑн хӑйне тыткаларӑшӗнче палӑратчӗ. Яков ун патне питӗ хӑвӑрт пырса тӑчӗ, вара Носков ӑна: — Ҫак ӗҫ пулни ҫинчен эсир — никама та, пӗр сӑмах та! Огнянов ҫак шӑтӑксенчен пӑхса ҫырма хӗррипе ту патнелле улӑхакан сукмака асӑрхаса тӑчӗ. Сывлӑш йӑлтах табак тӗтӗмӗпе тулса, чыхӑнса ларнӑччӗ, ҫавна пула сӗтелӗн пӗр пуҫӗнчи ҫыннисем теприсене аран ҫех куркаларӗҫ. Халех мӗн те пулин тумалла унӑн. — Эсир пӗлетӗр-и, арестленӗ ҫынна кам хӑтӑлма пулӑшнине? — тесе ыйтрӗ Лиза киле ҫитсе пынӑ хушӑра. — Блиндажра, флотскисем патӗнче, ваше благородие! — терӗ кӑмӑл тума хавас салтак. — Мӗн те пулин туса, ӑна вырӑнтан хӑваласа яртарас пулать. Хуллен, васкамасӑр юхакан юрӑ ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра пӗрре хытӑраххӑн илтӗнчӗ, тепре пач илтӗнме пӑрахрӗ, пӗчӗкҫӗ юханшыв пӗр сасӑллӑн шӑнкӑртатрӗ, лашасем хӑйсен апатне кӑмпӑртаттарса ҫирӗҫ, вӑхӑтӑн, хытса чарӑнса ларнӑ пекех, вӗҫӗ-хӗрри пач курӑнмарӗ. Цанко тем каласа пӳлесшӗнччӗ ӑна, хӑрах куҫли кӑшкӑрса та ячӗ: — Чӗлхӳне ан вылятса тӑр, гяур, арӑмна хӑвӑртрах апат хатӗрлеме хуш!.. Чирлӗ ларса ирттерме май пур ҫурт ҫинчен мар-им? Унӑн мӗнле ӗҫсем иккенне питех те ыйтса пӗлесшӗнччӗ эпӗ, анчах Кораблев ман ҫине нимӗнле пӗлтермен куҫпа пӗр тикӗссӗн пӑхса илчӗ те эпӗ, унпа кунӑҫса, ҫӑварӑма хупрӑм. Уншӑн вӗсене айӑпламалли ҫук ӗнтӗ! Унӑн пӑшалӗ пӗр кӗпҫеллӗ, вутчуллӗ, ҫитменнине тата унӑн вӑйлӑн «каялла тапас» усал йӑла пур, ҫавна пула ӗнтӗ Ермолайӑн сылтӑм питҫӑмартийӗ яланах тӑртанчӑк ҫӳрет. Хӑйӗн вичкӗн сасси аса килнӗ ӑна, ирхи сывлӑшра, автан сасси пек, таҫта ҫитиех янӑраса каятчӗ вӑл; лӑк тулли халӑх ҫӳрекен урамсем тӑрӑх ҫӳренине, хӑй тӳрӗ пурӑнса, йывӑр ӗҫ ӗҫлесе, лаша вырӑнне тӑрса, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр тенӗ пек асапланса пурӑнакан хула ҫыннисене ҫур ӗмӗр хушши пахча симӗҫ кӳрсе парса тертленнӗ ҫын пурӑнӑҫне аса илнӗ. Хӑйне мӗншӗн чӗннине хӗрарӑм-тарҫӑна калама та кирлӗ пулман. Анчах эпир грексем мар, о нимфа! эпир хулӑн тирлӗ скифсем. Обердофертан ыйтса пӗлме пуҫлас, ҫапла вара хӑй мӗн шутланине палӑртас вырӑнне, вӑл ҫавна ним вырӑнне те хуман пекле ответленӗ: — Маншӑн пулсан пурӗпӗр, кавальеро. Ачсемшӗн хурланатӑп-ҫке, Кондратушка, ҫавӑнпа ыйхӑ тарать те манран… Ҫулӗ пӗр ҫулпах хӗвелтухӑҫнелле пырать. Юхӑма май курӑклӑ темиҫе ишекен утрав юхрӗҫ, анчах вӗсем кимӗ хӑвӑртлӑхӗпех пычӗҫ, мӗн те пулин тытса чармасан, вӗсемпе пырса ҫапӑнассинчен хӑрамалла мар. «Ҫӗнӗ хыпарсен» ҫӗнӗ редакцийӗ дон Сильвион тарҫисене лӑплантарса ячӗ, анчах ун тӑванӗн хӗрӗшӗн вӑл пачах урӑхла пулчӗ. — Пӗччен хуҫалӑхпа юлнисене мӗн тӑваҫҫӗ? — Командирсем ӗлӗкхинчен те ытларах хунаса кайрӗҫ, — ответ пачӗ салтак. «Илтетӗп!» янӑраса кайрӗ шӑплӑхри сасӑ, миллионлӑ халӑх вара пӗр вӑхӑтрах шартах сикрӗ. Хальхинче вӑл ӗненчӗ пулас. — Ну, юрӗ, — терӗ. — Кунта, тен, кӑшт тӗрӗсси те пур пулӗ; анчах каҫар, ыттине эпӗ нихҫан та ӗненместӗп. Устин, шӑрӑхпа ҫуркаланса пӗтнӗ тутисене пӗркелентерсе, йӑл кулчӗ: — Сана манӑн заместитель пулӑшӗ, эпӗ ӑна хампа пӗрлех илетӗп! — Tartaglia-canaglia! — хӑйӑлтатса вӑрҫса илчӗ ӑна старик… Ҫакӑ каччӑ, слободкӑри чи чарусӑр ҫын, унпа вӑрттӑн калаҫнӑ чух ӑна «эсир» тесе чӗнни, фабрикӑра пурте пӑлхануллӑ пулни амӑшне килӗшрӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй ӑссӗн:«Анчах та — эпӗ пулман пулсан…» — тесе шухӑшларӗ. Вӑл хӑйӗн урисем ҫинчен ҫав тери нумай шухӑшларӗ, тӗлӗкре те хӑйне сывӑ пек, хӑвӑрт ҫӳреме пултарнӑ пек курчӗ. Тата акӑ — укҫа. — Йӑлтах каласа парать! Тӗп-тӗрӗс! — терӗ вӑл Марийкӑна, хӑлхинчен пӑшӑлтатса. Атту вӑл сан пата килесшӗн те марччӗ… Ан ҫилен янклаттарса янӑшӑн: кирлӗшӗн ҫапрӑм. Эпӗ хамах куртӑм. Ах, турӑ, ҫӳлти турӑ!.. — Андрейӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Терентий Жигалов хайне наҫилкка ҫине вырттарнӑ вӑхӑтра тӑна кӗчӗ. Медицина енӗпе пулӑшу парас тесе, ҫывӑхри пункта илсе каяс умӗн унӑн питне ҫума шут тытрӗҫ. Ҫавӑнтах хӑй вӑрманалла чупрӗ, анчах Саша ӑна хӑваласа ҫитрӗ те пӗтӗм вӑйпа ҫурӑмран чышрӗ, ача ҫӗре йӑванса анчӗ. Иван Селямсӑз ав, сӑмсине шӑнкарма та куҫне шӑлма тутӑрне кӗсйине чикменскер, ун еннелле тарӑхса пӑхса илчӗ. Король ҫуртӗнче автора хӑйне уйрӑм пӳлӗм туса параҫҫӗ. Ҫилленнӗ тесе, эпӗ хам ҫинчен мар, ун ҫинчен ҫеҫ калатӑп. Турат ҫинчи хитре алкасем тахҫанах ӗнтӗ йӑлтӑртатакан шӑрҫасем пулса тачӗҫ, халӗ вӗсем ҫурӑлчӗҫ те, вӗсен ӑшӗнчен ҫемҫе мамӑк вӗҫме пуҫларӗ. Мӗнле хӑрушӑ япала вӑл — вӑрҫӑ!.. Вӑл ҫапла каласан кӑна эпӗ сӗтел патӗнчен пӑрӑнма хӑйрӑм; пӗр чӗнмесӗр тӑрса хам та Иконинпа пӗрле мӗскӗннӗн тархӑсланӑ пек туйнӑран, мана намӑс пулчӗ. Тимура курсан, хӑрамарӗ те, тӗлӗнмерӗ те вӑл. Кунта акӑ апат пӗҫернӗ, лере — суранланнисене ҫыхнӑ. — Вильсон, ялик патнелле тыт. — О, эпӗ йӗнер ҫинче кӑна ҫирӗп ларса пыратӑп, урӑх ним те ҫук, — терӗ хӑйне мӑнна хума юратман Роберт, савӑннипе хӗрелсе кайса. Давыдов килсе кӗрес умӗн те ҫакнашкал калаҫрӗ-ха вӑл: «Эпир Давыдовпа мӗнле тума шутлатпӑр, ҫапла пулать те вӑл. — Мӗнле тухса тартӑн, каласа пар-ха? Унӑн ҫарӗнче виҫӗ пин ҫуран салтак тата пӗр пин утлӑ ҫар салтакӗ. Ун хыҫҫӑн атте тухрӗ те хӑна пӳлӗмне кӗчӗ. Унӑн шлепкин хӑрах хӗрри усӑнса аннӑ; вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче вӑл нумай чӑрмантаратчӗ пулин те, капитан ӑна ҫаплипех тӑхӑнса ҫӳрерӗ. Пӗрре вӑл турине кӑларса хӑйӗн ҫӳҫне турарӗ, тепре суд членӗсем ҫине темле айӑплакансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ, хӑш чухне тата пуҫне мӑнкӑмӑллӑн каҫӑртса лешсене мӑшкӑлланӑ пек кулса ячӗ. — Вырсарникунсенче эсӗ карчӑксене колхоз лашипечиркӗве кӗлле илсе каятӑн, акӑ мӗн тӑватӑн эсӗ! Огарнова вӗсем хыҫҫӑн рюкзакпа корзина йӑтса кӗчӗ. Анчах сасартӑк ҫав тусла сӑнсем хушшинчен Оля сӑнӗ — офицер гимнастёрки тӑхӑннӑ ырханкка яш йӗкӗтӗнни пек ӗшенчӗклӗ те пысӑк куҫлӑ сӑнӗ палӑрса тухса, пурне те хупласа лартрӗ. Вӗсем карӗҫ. — Пар! Ӑна тӗкӗр пачӗҫ. Кирюха ҫаплах ахӑлтатрӗ, киленсе чӑмпӑлтатрӗ, анчах пит-куҫӗ ун ҫӗр ҫинчи пекех ухмахла курӑнчӗ: такам, хыҫалтан систермесӗр ҫывхарса пырса, ӑна пуҫӗнчен чукмарпа кӗрслеттернӗ тейӗн. Анчах ку нумайлӑха пымасть, каярахпа вара ҫав ҫута самантсем те пулин темӗнле шиклӗрех пек пулса тӑчӗҫ, суккӑр вӗсем вӗҫсе кайса тепӗр хут нихҫан та килес ҫукран хӑрать, тейӗн. Пит те лайӑх кӗрсе ларнӑ вӑл унта. Ӑнлантӑм хӑшпӗр япаласене… — Ӑҫта ҫӗр каҫас-ши, пичче? — Йӗксӗксем, хӗҫ-пӑшалне хӗрарӑмла тытаҫҫӗ, — мӑкӑртатать Гусев. Иртсе ҫӳрекенсем чарӑнчӗҫ те, лайӑх тумланнӑ чипер панич аллипе хыпашла-хыпашла суккӑр ыйткалакана укҫа панине, лешӗ те хыпашласа илнине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ. Ольховкӑра арҫын сахал ӗнтӗ. — Апла пулсан, хамӑр пӗтессине пӗлетӑркаҫах каймалла-и? Сӗтел патӗнче тӑракан Давыдов яланах васкаман хутор ҫыннисем каллех вырнаҫса ларасса, шав шӑпланасса кӗтрӗ. — Шеллӗр! Шеллӗр! — чунӗ тухас пек кӑшкӑрать Марыся. Ҫав хут листи тӑрӑх Копенгагенра Исланди губернаторӗ патне шантарса ҫырнӑ ҫыру та илме йывӑрах мар пулнӑ. Шубин каллех маччаналла тинкерчӗ; Сире Устин Михайлович илсе кайӗ. Каҫхи сивӗ ҫил аран каскаласа тунӑ ҫуртӑн мӗн пур ҫурӑкӗсем витӗр вӗрет, урайне пӗр чарӑнмасӑр хӑйӑр тултарать. Вӗсем ӑна ҫӗклесе учӗ ҫине утлантарчӗҫ те, иккӗн икӗ енчен тытса, тепри утне чӗлпӗртен ҫавӑтса, пурте аяккалла кайса ҫухалчӗҫ. Вӑл чирлӗ ҫын аташса выртнине хӑйсӗр пуҫне никама та, Фелима та илттересшӗн пулман. Эпӗ кирек-мӗн курса тӳсмешкӗн те хатӗр, пурнӑҫӑма та, чысӑма та, — ҫаксене пурне те ҫирӗм хут ҫухатмалла пулсан та хӗрхенместӗп… анчах хам ирӗкӗме сутмастӑп. Нумай пурӑнӑр, ку пуринчен те лайӑхрах, вӑхӑт пур чухне усӑ курӑр. Ҫӑва карти йывӑҫҫисем шатӑртатрӗҫ, типӗ ҫӗр ҫинче йывӑррӑн пусса тапӑртатни янӑрарӗ. — Руля сулахая! Мӗн кайнӑ таран! — кӑшкӑрчӗ Вильсона Джон Мангльс. Пысӑк утӑмсемпе хӑвӑрттӑн та ҫирӗппӗн пусса, ура айӗнчи ҫӗре пӗр-тикӗссӗн кисретсе-чӗтретсе, пӗтӗм полк куҫӗ умӗпе танлӑн вашлаттарса иртсе кайрӗ ҫак ҫӗр ҫын, хӑйсем пуртех те, ятарласа суйласа илнӗ тейӗн, вӑр-вар, маттур, тӳп-тӳрӗ, лайӑх ҫӑвӑнса тасалнӑ пит-куҫлӑ, сӑмсасӑр карттусӗсем вара кашнийӗнех сылтӑм хӑлха ҫинелле шуххӑн тайӑлса ларнӑ. Тытса хӗртесрен хӑрани тыттармасӑр вӑрлас шанчӑкпа лӑпланнӑ. — Нимех те мар! Суд туччӑрах! — терӗ амӑшӗ, куҫ харшине кӑмӑлсӑррӑн пӗрсе, анчах кӑкри унӑн йывӑр тунсӑхпа тулчӗ. Ну, юрӗ-ҫке, лашасем те парӑпӑр, сире валли пурте пулӗ, анчах тархасшӑн тухса кай-ха эсӗ! Ун хыҫӗнчен ҫырӑ городовой туртса илнӗ крыжовнике хӗррипе танах тултарнӑ алана йӑтса пырать. — Ирхи е кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тин вӑранать вӑл. Ҫав самантрах хама вӑрҫма та пуҫларӑм. Ҫухӑрать пулин те, ҫавӑнтах тирӗнет. — Ара выльӑх-чӗрлӗхпе инвентарь колхозӑн пайланман фондне кӗнӗ-ҫке-ха! Пиҫсе хуралса кайнӑ тӳперен хӗвелӗ хӗртет ҫеҫ; шӑпах пирӗн тӗлте, тепӗр енче, сӗлӗ пусси саррӑн курӑнса выртать, ун ҫийӗнче хӑшпӗр тӗлте армути ҫитӗнсе ларнӑ, ҫав пусӑри хӑть пӗр пучах та пулин хумханасчӗ. Илемлӗ, тутӑ кӑйӑксем, юр пек шурӑ ҫуначӗсене вылятса; пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӳлӗкрен вӗҫсе тухнӑ, ҫивиттин шулапӗ ҫине йӗркипе пыра-пыра ларнӑ, хӗвел ҫутипе ҫупӑрланса, ачасен умӗнче кӑлтӑртата-кӑлтӑртата чиперленнӗ. Пӳлӗме симӗсрех тӗслӗ вӑрӑм пиншак тӑхӑннӑ ватӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ: — Каҫарӑр мана, эпӗ — вилла хуҫи, господин Петер Альтман (хӑй Альтман ҫеҫ мар, господин Петер Альтман пулни ҫинчен ҫапла пӗр именсе тӑмасӑр пӗлтерчӗ вӑл), — паллаштарчӗ хӑйӗнпе пӳлӗме кӗрсе тӑнӑ старик. Хӗвел халӗ чылай ҫӳлте пулин те, ҫапах каҫала енне сулӑнма пуҫлать. Чӑнах та, санӑн мӗн кансӗрленсе ҫӳремелли пур-ха?.. Эпӗ — Робин Гуд, санӑн йӗрӗнчӗкле вилӗ келеткӳ ӑна часах пӗлсе илӗ. — Тен, тупӑр та. Ҫынна кӑшт кӑна вӗлерейменшӗн ан вӑтан! — Юрать, — тетӗп, — виҫӗ кун хушшинче эпӗ унта ҫитетӗп. Эсӗ, Гек, Робин Гуда пӗлетӗн-и? — Мана тӑвалла туртать-ха… Эпӗ сире ун ҫинчен каласа кӑтартма хӑймастӑп. Вӑл ӑна хӑй енне ҫавӑрма тӑрӑшнӑ тесе калама сӑлтав пулман; анчах вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине курса, поэт: Se amor non è, che dunque? тесе каланӑ пулӗччӗ. Эпир чӗнмерӗмӗр. Каласа парас-и сана — хам мӗнле пурӑннине? Унсӑр пуҫне, ҫакӑн пек кайсан, тискер кайӑксем тапӑнассинчен те ытлах шикленмелле мар. Телее, ку таранччен ҫывхармарӗҫ-ха вӗсем ушкӑн патне. Юлашки вӑхӑтра ют хушаматпа пытанса пурӑннӑ, учительте ӗҫленӗ, унтан хӑйӗн станицинче пурӑннӑ. — Юрӗ, сэр, — терӗ ӑна Джон, аллине картус сӑмси ҫумне тытса. Ӑна ҫакӑнтах персе пӑрахас килет. Уйӑх мӗнле иккенне хӑйсен куҫӗпе курсанах, вӗсем тӗлӗнсе кайнӑ. Ҫавӑн чухнех ман ӑна хамӑн алла илмелле пулнӑ, тен, ҫын шутне кӗнӗ пулӗччӗ… Хӗрлӗ ҫӑра сухаллӑ, кӑвак куҫӗсем чӑлтӑртатса кӑна тӑраҫҫӗ, сӑмса ҫунаттисем ҫук, чӗкеҫ шатриллӗ сарлака сӑн-пичӗ ҫинче хӗрлӗрех тумхахсем пур пирки, ун сӑнӗ темӗнле тӗлӗнмелле. Вӗсенчен вӑл кулянмасӑр уйрӑлса кайма та пултараймӗ. Чӳречерен сылтӑмалла пӑхсан, куҫ умне террасӑн пӗр пайӗ тухса тӑрать, ҫитӗннисем кӑнтӑрлахи апатчен час-часах унта лараҫҫӗ. Тӗслӗхрен, эпир, Володьӑпа иксӗмӗр, аяларах кӑтартнӑ сӑмахсене, тур пӗлет-и мӗнле майпа, ак мӗнле ӑнланакан пулса кайрӑмӑр: иҫӗм укҫа пуррине мухтанчӑклӑн кӑтартас кӑмӑла пӗлтеретчӗ, мӑкӑль (ӑна каланӑ чух пӳрнесене пӗрлештермеллеччӗ тата икӗ ӑ ҫине те уйрӑм пусӑм тумаллаччӗ) вӗр-ҫӗне, тӗреклӗ, хитре, анчах шукӑль мар япалана пӗлтеретчӗ; нумайлӑ хисепре каланӑ япала ячӗ ҫав япалана тивӗҫсӗр ҫӗртен хакланине пӗлтеретчӗ т. ыт. те, т. ыт. те. Шубин ӑна чуптума пуҫларӗ; Увар Иванович Шубина тӗртсе ячӗ. — Пулма пултараймасть! — терӗ те Марья Николаевна, Дöнгофа пӳрнипе юнаса — ҫавӑнтах сывпуллашма пуҫларӗ — унпа та, вӑрӑм секретарьпе те; секретарь Марья Николаевнӑна вилес пек юратса пӑрахнӑ пулас, — мӗншӗн тесен вӑл ун ҫине пӑхмассерен ҫӑварне кара-кара илет. Вӑрман сайралчӗ. Чӑтлӑхсем пӗчӗкшер катасемпе улшӑнчӗҫ, вӗсен хушшинчен куҫ умне сарлака уҫланкӑсем туха-туха тӑчӗҫ. Анчах ӑна тӑварлӑ шыв килӗшмерӗ, ҫыран ҫумӗнчи вакӑ чул ҫумне перӗнсе чаштӑртатакан ҫӑмӑл хумсем те хӑратса тӑчӗҫ. Эпӗ сана мӗн те пулин каласшӑн. Илья, пирус тивертсе, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах Яков темле ҫӗнӗ, ют ҫын сассипе каласа хучӗ: — Юрать-ха каникул вӑхӑтӗнче пулчӗ ку, атту эпӗ килместӗмччӗ. Кӗҫӗн ывӑлӗн ӑссӑр сӑмахӗсене илтмӗш пулса, Артамонов Илья пичӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ; унӑн сӑнӗ чылай улшӑнса ҫирӗпленнӗ, тӗксӗмленнӗ ҫӳҫ пайӑркисемпе витӗннӗ ҫамки халь ытла ҫӳллӗ пек курӑнмасть, кӑвак куҫӗсем путса аннӑ. Мӗскер шухӑшлатӑн эсӗ: кӗнеке ҫыракансем чӑннипе мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ тетӗн-им? Хӑйӗн юлташӗсене команда панӑ пек, чӗрик! тутарса, сарайӗнчен ҫерҫи вӗҫсе тухрӗ. — Ҫук, тусӑм, — терӗ вӑл, — мана кунта, утрав ҫине, пӑрахса хӑварчӗҫ, — терӗ. Халь тинех ӗнтӗ ҫак пысӑк ача ҫулта хӑйне лӑпкӑ тытӗ тесе шанма май пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, ваттисем каларӑш, хӑй сӑмсинчен мала курмарӗ. Эпӗ ӑна Пушкин ҫинчен каласан, вӑл хӑй тетрадьне ҫырса илнӗ «Гаврилиада» ҫине кӑтартса калатчӗ: — Пушкин — мӗн вӑл? Давыдов урисене сак ҫинчен усрӗ, ачана хирӗҫ ыйхӑллӑн йӑл кулчӗ: — Тӗрӗс, ывӑлӑм! Вӗсем сулахайран сылтӑмалла тата каялла пӗрре ӳксе, тепре ҫыхлана-ҫыхлана тӗсӗпе ылмашӑнаҫҫӗ. — Паян эпир аран вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑмӑр; тата кӑшт тӑрсанах пире пурсӑмӑра та кӑнтатчӗҫ… халь ак татах тупӑнчӗ! Каллех темле йӗксӗк хӗвӗшсе ҫӳрет. Ганс кунпа мухтанмарӗ. — Ох, ухмах! — ҫемҫереххӗн каларӗ Андрей. Пушар пулнӑ вырӑнти йывӑҫсем пӗр хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, нумайӑшӗн ҫулҫисем вӗрипе сарӑхса кайнӑ, ҫавна пула панулмисем нумаййи тата лайӑхрах курӑнать. — Анчах, — тесе хирӗҫлерӗ Гленарван, — документсем ҫинче юлнӑ сӑмахсен пӗр татӑкӗ те Ҫӗнӗ Зеландине кӑтартмасть вӗт. Ырӑ ҫын пулса, ҫав калинкке витӗр каялла, урамалла тухӑр эппин. Вара пӗрин пушӑ пӳртне кӗрсе ҫак ҫӗҫӗпе вӗрене вӑрларӑм. Вӑл Розелли г-жапа тата ун хӗрӗпе крепосла право ҫинчен калаҫнӑ чухне (хӑй каланӑ тӑрӑх, Санин ӑна чунтан-чӗререн курайман) вӑл хресченӗсене нихӑҫан та нимӗншӗн те сутас ҫук, кун пек сутни ытла та юрӑхсӑр ӗҫ тесе, — пӗр хут ҫеҫ мар каланине аса илчӗ. Матроссем ырӑ кӑмӑллӑ ачасем пулнӑ-мӗн, пурте ман земляксем, ӗмӗр-ӗмӗр Атӑл ҫинче пурӑннӑскерсем пулнӑ; каҫалапа эпӗ вӗсем хушшинче хам вӗсемшӗн тӑван ҫын пулнӑ пекех туйрӑм. Ҫын сассине илтсен, лаши ҫеҫ хартлатса илнӗ. — Калать вӑл! — каллех тарӑхрӗ Олейник. Ҫапла хӑтланнӑ пулин те, вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен йӗркеллӗ ҫынах пулнӑ. Эсӗ мана, Семушка, манӑн тусӑм, манӑн чунӑм, пӗр чӗрӗк эрех илмелӗх пар, эпӗ ӑна каҫхине лупас айӗнче асӑнӑп. Ну, кун ҫинчен кайран калаҫӑпӑр… Приказчик мана урипе тапа-тапа вӑрҫрӗ, хуҫа мана пуҫран йывӑр ылттӑн ҫӗррипе шаккарӗ, Саша мана хӑлхаран ярса тытса туртма хӑтланчӗ, каҫпа килелле тавӑрӑннӑ чухне вӑл мана хыттӑн каласа вӗрентсе пычӗ: — Хӑваласа яраҫҫӗ ак сана ҫавӑн пек хӑтланнӑшӑн! Шурочка ӑна евӗклӗн те салхун кулса пӳлчӗ, ҫав кулла Ромашов ун сассинченех уйӑрса илчӗ: — Ӗмӗтӗрте пуррине ӗненетӗп, кӑвакарчӑнӑм, ӗненетӗп, анчах эсир нимӗнех те тӑваймастӑр. — Сывӑ пул, питӗ аван ҫын эсӗ! — терӗ йӑваш куҫлӑ, пӗчӗк те илемсӗр господинӗ. Лука Александрыч сӗнксе пынӑ тата пурӑнӑҫ вӗрентнӗ пирки, хӑй сисмесӗрех канавран аяккарах утса пыма тӑрӑшнӑ. Половцев, шӑлӗсене шатӑртаттарса, ҫӗрте выртакан ҫынна вӗлерсех пӑрахрӗ. Хӑлхисенче кашнийӑн Петр кӑшкӑрашни ҫаплах янӑраса тӑрать, ун амӑшӗпе тӑванӗсем нӑшӑклатни ҫаплах асран кая пӗлмест. Ҫапла тусан, ларма та лайӑх пулать, — тенӗ вӑл хӑй каланине туса пырса: ҫуна ҫиттине ҫиелтен витсе ӑна йӗри тавра чышса ҫавӑрӑннӑ. — Тӗттӗм пулать. — Ҫав салтаксене вӗрентнипе мухтанасси кӑна санӑн: ни вӗсем вӗренеймеҫҫӗ, ху та вӑл ӗҫре нимӗнех те пӗлсе ҫитерейместӗн. Жуковский 1811-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче, эпӗр манми тапхӑрта, хӑйӗн Ненарадово ятлӑ именинче пӗр ырӑ кӑмӑллӑ Гаврила Гаврилович Р… пурӑннӑ. Ҫулра чухне ку хӗре хурах тапӑннӑ, ҫаратса пӗтернӗ, мӑшкӑлламах та шутланӑ. Ирсенче ҫырма хӗрринчен, ушахлӑ, шурлӑхлӑ айлӑмсенчен тӗтре хӑпарать. йӑсӑрланса, Шырланпуҫ урлӑ явӑна-явӑна иртсе, тӗтре ҫеҫен хирти тӗмескесем еннелле туртӑнать, унта вара, чӗлтӗр кӑвак янкар хӑварса, ерипен сирӗлсе пӗтет. Санран ыйтатӑп эпӗ. Мӗн те пулин чухлатӑн-и эс кӑштах: мӗнпе чапа тухӗ-ха вӑл? Пӗри те сӑмах чӗнмест. Айӑплӑ эпӗ вӗсем умӗнче, тӑванӑм. Кам кӑшкӑрчӗ? Тухасшӑн хам — тухма хӑю ҫитерейместӗп. — Австрали ҫӗрӗнче Виктори провинцийӗ урлӑ каҫса каять те… — Курска та каятӑп; май килнӗ чухне тата аяккарах та каятӑп. «Парӑп эп сире юмӑҫ пӑхма! Сана вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ. — Кӑмӑлӑр мӗн чухлӗ парас тейӗ, барыня, сирӗн высокопревосходительство… Ӳсӗрсе, хӑранӑран вӑйсӑрланса ҫитнӗ аллипе пырне сӑтӑркаласа, амӑшӗ унран аран-аран: — Мӗн вара ку? — тесе ыйтрӗ. — Каламастӑп. Миссис Дуглас патне ҫитсен куратӑр ак. — Чим-ха, Рада, каласа пар эппин унта мӗн ҫырнине? — тесе ыйтрӗ Стайка. Амӑшне пуҫ тайса вӑл темскер каларӗ, амӑшӗ те, ун ҫине хӗрес хурса, хуллен:— Турӑ тӗрӗс ҫынсене курать… — терӗ. Пӗрре эпӗ унтан ыйтрӑм: — Мӗншӗн эсир апатсем пӗҫеретӗр, ыттисем ҫын вӗлереҫҫӗ, ҫаратаҫҫӗ? — терӗм. — Епле перетчӗ вӑл? — тесе ыйтрӗ граф. Эпир нимӗҫ виллисене турттаратпӑр. Чирлӗ ҫын хӑйне ҫӑлакана хирӗҫ чышкӑпа тӑнӑ. Пурте пӑхрӗҫ, сӑйларӗҫ ӑна. Саня вара унпа, ун пек тума хӗрсем ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, ҫав тери хӑвӑрт паллашса ҫитрӗ. — Мӗн акатӑн, ҫавна выратӑн, ачам. Сасса хирӗҫ ун еннелле темиҫе пуҫ ҫӗкленнӗ, пӗр самантлӑха ун умӗнче темӗнле сӑн-питсем вӗлтлетсе кайнӑ, пӗри вӗсенчен хӗрарӑм пичӗ пулнӑ, вӑл Фомана хирӗҫ ачашшӑн, илӗртӳллӗн кулса пӑхнӑ. Атте хӑй мана каланӑччӗ. Хӑранипе хартлатса, Павел лаши икӗ уран тӑчӗ те, Павела ӳкнӗ ҫынсем урлӑ ыткӑнтарса, тӳрех пулемёт патне илсе пычӗ. Папирус лартса карта ҫавӑрнӑ ҫӗр татӑкӗ, ун ҫинче патша чурисем пурӑнакан пӗр виҫӗ теҫетке начаркка ҫурт, патша арӑмӗсен темиҫе хижинӗ, унтан ытти ҫуртсенчен кӑшт ҫӳллӗрех те аслӑрах, маниока чӑтлӑхӗ ӑшне путнӑ тембе — акӑ ҫакӑн пек вӑл пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ Муани-Лунга ятлӑ Казонде патшин керменӗ. Эпӗ ачасем ҫине, унӑн аманса-шыҫӑнса пӗтнӗ пичӗ ҫине пӑхрӑм та пӗрремӗш хут хам ҫинчен, хамӑн правасем ҫинчен, хамӑн мӑнкӑмӑллӑх ҫинчен манса кайрӑм, пӗрремӗш хут унра этеме куртӑм. Олеся ҫапах та кӗлӗ вӗҫленичченех тӑрса ирттерме вӑй-хал ҫитернӗ-ҫитернех. Хампа пӗрле ташланӑ хӗрӗн хӳхӗм пичӗ ҫине тепре пӑхса илтӗм, ун питӗнче, хамӑн питӗм ҫинчи пекех, кӑмӑллӑ хаваслӑхпа хӗп-хӗрлӗ сӑн, ним шухӑшсӑр пулни курӑнчӗ, вӗсемсӗр пуҫне тата эпӗ ун ытарма ҫук ҫепӗҫ илемне асӑрхарӑм та хам ҫине хам тарӑхса кайрӑм, ҫавнашкал тӗлӗнмелле чипер хӗре хам ҫине пӑхтарма ӗмӗтленни айванла пулнине ӑнланса илтӗм. — Ирхине, тул ҫутӑлсан шырама пуҫлатпӑр, — тенӗ. Тубянсксем, пирӗн кӳршӗсем, ҫӑварӗсене турта чикесчӗ вӗсенне, кӗҫӗр ҫӗрле Палан кӗтесне вӑрӑлла пынӑ та пирӗн утта вӑтӑр купаран кая мар турттарса кайнӑ. Тепӗр сехетрен пӗр тӗрӗк ҫынни ут утланса Вериговӑран тухса кайрӗ. Санитар? — Пӑлхав — пулать, — терӗ те Яков картишӗн тӗттӗм кӗтессинелле асӑрхануллӑн пӑхса илчӗ. Мӗнле ҫын тӑнӑ ун умӗнче, чӗлӗмне пашлаттарса? — Сан шутупа, хӑвна юратсан — ху юратнипе пӗр танах телей, вара ҫак телее тупнӑ-тӑк, вӑл ӗмӗрлӗхех ҫителӗклӗ, тетӗн пуль. Хӗрсем мана тахҫанах сана ертсе пыма хушнӑччӗ. Ӑҫтан килнӗ? Тӗрӗ тунӑ чух ылтӑнпа тӗрлет те — тӗлӗнсе кайӑн! — Ҫунтаракан ҫулӑм пирӗн ура айӗнчех пур. — Ҫул ҫинче такам курӑнать-ха, — терӗ те хӗвелтухӑҫнелле аллипе тӑсса кӑтартрӗ. Унӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ. — Варринчинчен. — Ҫав ҫулхинех Луиз Ваз де Торрес, Квирос экспедицин кӗҫӗн командирӗ, ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫӗрсене малалла тӗпчесе кӑнтӑралла анса каять. Вӑл ӑна хӑлхаран тепӗр ик-виҫ сӑмах каларӗ. Вара, шантаратӑп кунта, эпӗ сана пӑрахас пулсан, мана турӑ пӑрахтӑр, савнӑ Марысьӑм. Ҫак вара резолюци пекех янӑраса кайрӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр лӑпланса пырать; вӑл шывӑн чылай пайне пӑса кӑларса ячӗ, сывлӑша ҫӗкленнӗ шыв пӑсӗн пӗлӗчӗсем электричествӑпа тулса ларчӗҫ. Ҫав хушӑра Техасра, ӑраснах Леонӑпа Нуэсес таврашӗнчи сеттльментсенче, пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. Вӑл Туркестана ҫуран тухса утнӑ. Дежурнӑй тухтӑр тин ҫитнӗ ҫынсене тӗрлӗ пӳлӗмсене вырнаҫтарать. — Эсир мӗнле путёвкӑпа, юлташ? — ыйтрӗ вӑл Корчагинран, 11-мӗш номерлӗ пӳлӗм умӗнче чарса. — Капебеу Центральнӑй Комитечӗн путёвкипе. — Ну, кай, уҫӑлса ҫӳре. — Ҫук, ваше сиятельство, каламан… Мана хама кӗнекесем кӑна кирлӗ пулнӑ, маншӑн пулсан ытти пур япаласем те нимӗн те тӑман. Ҫак кунхине Гленарван бинокльне аларан ямарӗ, ӑҫта та пулсан тӗтре чатӑрӗ уҫӑлса кайсан, вӑл ниҫтан ӑнланса илмелле мар хистевлӗхпе бинокльне куҫӗсем патне тытать. Вӑхӑт нумай иртрӗ, юлашкинчен ҫумӑр чарӑнчӗ, пӗлӗтсем ҫапах сирӗлсех пӗтмерӗҫ-ха, ҫиҫӗм те ҫиҫкелет: акӑ тепре ялтраса илчӗ те, эпир хамӑр умра темӗнле хура япала ишнине курах кайрӑмӑр, вара кимме хӑвӑртрах ҫавӑнталла пӑртӑмӑр. Защитникӗ каллех: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — терӗ. Аякра, раща ҫывӑхнерех, пуртӑ сасси илтӗнет, вӑхӑтран вӑхӑта, аллисене сарса пуҫ тайнӑ пек, кӑтра йывӑҫ мухтавлӑн та шӑппӑн тӗршӗнсе анать… — Яра пар! Лаша сасартӑк, хӑйне тем тӑвасран хӑранӑ пек, урисемпе касма, тулхӑрма тапратнӑ. Аркаша! — кӑшкӑрса ячӗ те Кирсанов, хирӗҫ чупса кайрӗ, аллисемпе хӑлаҫланма тытӑнчӗ… — Вилет? Ҫав шӑплӑха тахӑшӗ вӑрӑммӑн та ассӑн сывлани пӑсрӗ. Василиса Егоровна, ответ тытакан ҫыннӑн сыхлӑхне сирсе ярас шутпа, кирлӗ-кирлӗ марри ҫинчен ыйтусем парса следстви пуҫлакан судья пек, килҫурт таврашӗнчи ӗҫсем пирки пӗр-ик сӑмах хушнӑ. Ҫав урамсемех вӑл хӑй ҫуркунне, Севастопольре пурӑннӑ чух курнӑ урамсемех, ҫав-ҫавах, ӗлӗкхинчен те тӑтӑшрах, ҫутӑсем чуласа иртеҫҫӗ, шилетнӗ, йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, аманнисем тӗл пулаҫҫӗ, батарейӗсем те, брустверӗсем те, траншейӗсем те ҫав-ҫавах, унчченхисемех; анчах та темшӗн халь кусем пурте салхуллӑрах пек, ҫав хушӑрах тата пурнӑҫ тени вӑйлӑнрах тапса тӑрать пек, — ҫуртсене ытларах шӑтӑкласа пӗтернӗ, чӳречесенче ӗнтӗ, Кушин ҫуртне (госпитале) шута илмесен, ҫутӑсем пачах курӑнмаҫҫӗ, хӗрарӑмсене курма ҫук, — халӗ ӗнтӗ унчченхилле пӗр хуйхӑ суйхӑсӑр тенӗ пек, пӗрре хӑнӑхнӑ пек пурӑнни мар, пур ҫӗрте те темӗскере йывӑррӑн кӗтни, ывӑнни, пурнӑҫ тӑвӑнса тӑни палӑрать. — Мӗн вара, куна та ӑнланма йывӑр мар. Совет влаҫӗ пулсан пирвайхи ҫулне ӑна ҫӗр хушса панӑ, лаша панӑ, ҫурт-йӗр тума йывӑҫ панӑ. Ашшӗ куҫӗнчен пӑхса ывӑлӗ те:— Эсӗ Зинаидӑна пӑчӑртанӑ-и е пӑчӑртаман-и? — тесе ыйтрӗ. — Пирӗн кӑнтӑрла та кун пек ҫутӑ мар». Тырӑсене пухса кӗме те ӗлкӗрейместӗн — кӗрхи ҫӗртме тумалла. Ҫапах та хӑйӗн пӗчӗк ывӑлӗ ҫине пӑхнӑ чухне ӑшчике хускатакан шиклӗ туйӑмран ниепле те хӑтӑлаймарӗ вӑл. Пӗр канмасӑр малалла та малалла утасси халӗ унӑн пурнӑҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑйран кайнипе ӑҫта ӳкнӗ, ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ сехетсене канни теме, ҫавӑн пекех тата пынӑ ҫӗрте тупкаланӑ татӑксене те апат вырӑнне шутлама ҫук. Нумай хӗн курнипе, йӑлт пӗтсе, ырханланса кайнӑ вӗсем. Хӑшӗ тумтирсӗр, хӑшӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирпе, сухалӗсем ҫитӗнсе кайнӑ, нумайӑшӗ ҫарапуҫӑн, пуҫӗсене вараланчӑк бинтсемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ… Халь ӗнтӗ вӗсем, халран кайнипе сывлаймиех пулса, ӗсӗкле-ӗсӗкле, пирӗн боецсем ҫинелле ыткӑнма тытӑнчӗҫ, ытала-ытала илеҫҫӗ те, ытамран вӗҫертмесӗр, темскер кӑшкӑркаласа тав тӑваҫҫӗ. Вӑл ӗнтӗ пилӗк ҫул судьяра ӗҫлет. — Ӑна тӗрӗс суд тӑвас пулать, — тенӗ вӑл. — Пӗлместӗп. Пирӗн инкеке, радио та йӑлтах ӗҫлӗхрен тухнӑччӗ, хӑй ӗҫне чӑтма ҫук юратакан радист ӑна мӗнле май кӑна пӑрса пӑхмарӗ-тӗр, радио, чул пек, пӗр сасӑ та памарӗ. Ҫав териех хурлантӑм эпӗ ун чух, ҫапах мӗнпур вак-тӗвеке асӑрхама пултартӑм. Мӗн тесе манӑн мужикрен пиллӗх ыйтмалла?» — тетӗп. Хӑш чухне вӑл пӗрер, икшер сехет хушши калаҫать, хӑй, калаҫнӑ май, тӑтӑшах: ачасем, итлетӗр-и? тесе ыйтать. Хапхаран тухсанах вӗсем кӳлнӗ арба ҫине пырса лекрӗҫ. Вӑл вара ҫапла калать: «Эсӗ хӑв куҫна уҫ, пӑхсам, юпа хӑв хыҫӑнта ларать. — Эпӗ ӑна валли ватӑ, тесе шутлатӑр-и? Ашкӑнакан Федотка, Давыдова каллех хӑй еннелле пӑхтарас тесе, хуллен партӑна шаккаса илчӗ, Давыдов ун ҫине тимлемесӗр пӑхсан, Федотка парта хыҫӗ ҫине мӑнаҫлӑн сӗвенсе, сылтӑм аллине йӗм кӗсйине чикрӗ, унтан алпа пемелли граната — «лимонка» туртса кӑларса, ӑна каллех кӗсйине хӑвӑрт чикрӗ. Мана вӗсем кунтах пек… — Мӗн? Эпӗ пырса ҫитнӗ чух ик хӗрарӑмӗ те килӗнчеччӗ. — Акӑ, сана, Елена, аҫу-аннӳн юлашки пиллӗхӗ, — терӗ вӑл, унтан лав ҫине пӗшкӗнсе тата кӗсйинчен бархат хутаҫ ӑшне чикнӗ пӗчӗк турӑш кӑларса, тӳрех мӑйӗнчен ҫакрӗ. — Эсӗ ман сӑмаха тӗрӗс ӑнланмарӑн, Луиза. Паллах, кирлӗ мар. Ҫынни тахҫанах ун патне кайрӗ, мӗншӗн те пулин тытӑнса тӑчӗ пулин ҫеҫ». Мана ҫак ҫурри ҫывӑракан ҫынсем ӗҫлеме пултараяс ҫук, вӗсем шыва путакан тавара ҫӑлаяс ҫук пек туйӑнчӗ. — Ҫук, тусӑм, пӗр ҫулталӑк ӗнтӗ вӑл хӑй килӗнче Казондере пурӑнать. Эпӗ вырӑс чӗлхипе каланӑччӗ-ҫке-ха, асӑрхаттарнӑччӗ: «Пирӗн тӳрех кӑтартса паракан директивӑсем ҫук халӗ, ҫавӑнпа та ку ӗҫпе ан васка», — тенӗччӗ. Колхоз тумасӑр кулаксем хыҫҫӑн хӑваласа, вӗсене раскулачить тӑвиччен санӑн талккишпех колхоза кӗртмеллеччӗ халӑха. Ҫапларах. Пӗррехинче иксӗмӗр куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чух ҫак ҫын пӗртен пӗр свидетеле: капитана хӑйне ҫеҫ йышӑнатӑп, терӗ. Вӑхӑт иртсе пырать. Минутсерен вӑл манпа сивӗнсе пынине кӑна сисрӗм эпӗ. Вӑя — тӗксӗм, ансӑр ҫамкаллӑ шатра питлӗ, мӑн сухаллӑ пысӑк ҫын. Пуху пӗр сасӑпах колхоза Сталин юлташ ятне памалла турӗ. — Эсир темле… аплах мар… Профессор кӗнекепе пергамент хутне илчӗ те, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса тишкерме тытӑнчӗ. Тӑшмансем тӗтӗм витӗр хытӑ тӗллесе пӑхса, пӗр-пӗрне тупма тӑрӑшнипе ҫеҫ пеме чарӑннӑ мӗн. Вунӑ утӑм малалла утсанах Лиза тепӗр урамран ҫул ҫине икӗ ҫын тухнине курчӗ. — Анчах этемлӗх тӗлӗшӗнчен мар вара, — тесе хирӗҫлерӗ майор. — Сан ҫинчен пулсан та юрать… — Эсир пирӗнпе пымастӑр-и? — тесе ыйтрӗ катапацран Гленарван. Ку чикмек библиотека стени ҫумӗнче таянса тӑнӑ. Килне пырса кӗрсен, вӑл арӑмне чӗнсе илсе мана ӑна кӑтартрӗ. Вӑл пирӗн акӑлчан майрисем эрешмене е шапана курсан ҫухӑрса янӑ пекех шари ҫухӑрса ячӗ те каялла чакса кайрӗ. Мӗншӗн вӗсем мана пурте кураймаҫҫӗ-ха? тесе шухӑшлатӑп эпӗ, Мӗншӗн? Ӑс-тӑн ансӑр пӑхнин тата вӗренӳ ҫителӗксӗррин пӗлтерӗше ҫапла ӗнтӗ! Ҫакӑ монархӑн пӑхӑнса тӑракан ҫыннисене хӑйне юраттарма, хисеплеттерсе чыслаттарма кирлӗ паха енӗсем пурте пур. Вӑл пысӑк ӑслӑ, вӗренсе тарӑн пӗлӳ илнӗ ученӑй, патшалӑха тытса тӑма пит хастарлӑ. Акӑ, эпир, Европа ҫыннисем, ӑнланма пултарайман ытла та пысӑк чӑкӑлтӑшне пула ҫак ӑслӑран ӑслӑ патша хӑйне май килнӗ чухне пурнӑҫӑн, ирӗклӗхӗн тата хӑй халӑх пурлӑхӗн чӑн хуҫи пулса тӑрассинчен пӑрӑнса тӑрать. Площадь урлӑ каҫнӑ чух Ерофей Кузьмич ҫав хурӑнсем ҫинелле пӑхрӗ те — тӗлӗннипе чарӑнсах тӑчӗ. Вӑл усал мар, чул чӗреллӗ ҫын та мар, анчах та вӑл тӗнчери харам-пырсем улталаса, вӗскӗртсе янӑ ҫак салтаксем пирӗн тӑван республикӑна тискер кайӑкла килсе тапӑннине асра тытать. Вӑл сас памарӗ: те пит аякка кайса илтмерӗ вӑл, те таврӑнасшӑн пулмарӗ. Экспедицин маршручӗ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пырать, анчах Грант капитана унта тупӑпӑр тесе пӗри те шанмасть; вӑл тупӑнмасан вара, ҫапах та унӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанма май пур, унӑн йӗрне тупсан та, мӗнле пулсан та, шӑпах «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ вырӑна тухма пулать. Картинисем унӑн начарах марччӗ, кичемрехчӗ ҫеҫ, — пӗр вӗҫӗмрен Энск, Энск, ҫӗрлехи, каҫхи, уйӑх ҫуттинче те, хӗвел питӗнче те, ӗлӗкхи те, хальхи те. Хӑвӑрт тӗттӗмленет. Турӑҫӑм! — Ну, санӑн качча каймалла, Аннушка. Ҫапӑҫассине хӑйсен должнӑҫӗ вырӑнне шутлаҫҫӗ! Вара Илья та ура ҫине тӑчӗ, шурӑ куҫӗсемпе ашшӗн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса, хуллен кӑна:— Ну, мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, манӑн эсӗ ирӗк памасӑрах вӗренме май тупас пулать вара, — терӗ. Ҫакна ӑнлантарса парӑр-ха. Дик Сэнд унсӑр та пӗлет: вӑл тӗшмӗртни тӗрӗсех, сутӑнчӑк португал «Пилигрим» ҫинчи компаса юриех ҫӗмӗрнӗ. Эпӗ ним те илтесшӗн мар. 1248 ҫулта пӗр летописец акӑ мӗнле ҫырнӑ пулнӑ: «Уйӑх йӑлтах юнпа хӗрелсе ларчӗ те куҫран ҫухалчӗ. Унӑн пӗчӗк усал куҫӗсем хыҫлӑ пукан ҫинчен тӑнӑ ултӑ ача ҫине — тӑватӑ арҫын ачапа икӗ хӗрача ҫине тирӗнчӗҫ. Ан тив, вуласа пӑхтӑрах. — Мистер Морис Джеральд пулнӑ. Раҫҫей шӑпи татӑласси пырать кунта!..» Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те пуҫне усрӗ. Эпир ответлӑ редактор кабинетӗнче питӗ тӗплӗн калаҫрӑмӑр; ҫав хушӑра ҫаксене черетӗн сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара хутӑм: а) Капитанӑн юлашки ҫырӑвӗ (копийӗ). б) Штурман ҫырӑвӗ: «Иван Львович чӗрӗ те сывах иккенне хӑвӑртрах пӗлтересшӗн», тенӗ сӑмахсемпе пуҫланаканни (копийӗ). в) Штурман дневникӗ. г) Вылка Иван сунарҫӑ каласа пани, ӑна доктор ӗнентерсе алӑ пуснӑ. д) Вышимирский каласа пани, ӑна Кораблев ӗнентерсе алӑ пуснӑ. е) Шхуна «Св. Мария» тесе ҫырнӑ латун пакурӑн фотоӳкерчӗкӗ. Ӑнлантӑн-и? — Айтӑр ӗҫер, — терӗ вӑл майора, тата хӑй таврашӗнчи компание. Ӗҫрӗн-им кӑшт? Ун вӑхӑтӗнче ӗнтӗ хӗрт-суртсене ӗненнӗ, ну, вӑл хӑй ӗненмен пулӗ те ӗнтӗ, просто — шӳт тунӑ пулӗ! Ухмах! Ухмах! — Вара вӑл каллех хӑйне хӑй сухалӗнчен ҫиллессӗн ярса тытрӗ. Флоринда! Анчах, телейӗме, манӑн куҫлӑх ҫумрах пулчӗ, эпӗ вара ҫав вӑхӑтрах ку сӑмса иккенне асӑрхаса илтӗм. Пуп, каюра сӑнлӑ хаяр старик, Панковпа ашшӗ хушшинчи хирӗҫӗве хутшӑнса ӑна пит те тарӑхтарса пӗтернӗ. Вӑл ҫывӑрса кайрӗ те, пӳлӗмре шӑп пулса тӑчӗ. Паллах, каяс пулать, тетӗп эпӗ. Вӑл унӑн илемӗ ҫинчен, ачаш кӑмӑлӗ ҫинчен, хӑй намӑсланса тата хӗрхенсе кӑйни ҫинчен каланӑ. Вӗсене иккӗшне те Петькӑна ҫитмешкӗн пит инҫеччӗ. Старик майӗпен пуҫне ҫӗкленӗ те, пысӑк куҫӗсене хӗсӗнтерсе, Фома ҫинелле пӑхнӑ. Кивелме пуҫланӑ бобрик куртка, салтак пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, ун ҫинче питӗ меллӗ ларать; шӑтнӑ тӗлӗсене питӗ тирпейлӗ питӗрнӗ тата сапланӑ симӗс шӑлаварӗпе кунчи вӗҫӗ таранах сӑрӑ пылчӑкпа витӗннӗ аттисем те хӑйсен ӗмӗрне тахҫанах ирттернӗ пулмалла ӗнтӗ; унӑн начар тумӗ хушшинче вара кӗмӗл пек йӑлтӑркка, питӗ лайӑх каракультен ҫӗленӗ хутахай кубанкки питӗ палӑрса тӑрать; вӑл ӑна куҫ харшисем ҫинех пусса лартнӑ. Хампа пӗрле килнӗ, ҫакнашкал япаласене пӗр хут ҫеҫ мар курнӑ юлташсем лӑпкӑ ларнине курсан, эпӗ те майӗпенех лӑплантӑм, его высочествӑна хам ҫулҫӳренӗ чухне курнӑ приключенисем ҫинчен кӗскен каласа патӑм. Вӑл унпа мухтанать. Паллах, агрономсем те хӑшпӗр ҫӗрте йӑнӑшкалаҫҫӗ, анчах вӗсем вӗрентнинче тӗрӗсси те нумай. Манӑн ҫав тери хуйхӑллӑ йӑмӑкӑма авалхи хӑю, тӗлӗнмелле илемлӗ хӑю парнелерӗ. Андрей шӑтӑк хӗррине ларчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тулашри тӗнчене пӗлсе ӑнланас тӗлӗшпе сасӑ уншӑн чи пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ; ытти сисӗм-туйӑмсем вара, илтнипе асра юлакан йӗрсем ҫумне хутшӑнса, унӑн ӑнланӑвне ӳстерме пулӑшакан сисӗм-туйӑмсем кӑна пулса тӑнӑ. Вӑл беседкӑн чӳречесӗр стени ҫумӗнче, улмуҫҫи айӗнче выртнӑ, улмуҫҫи ҫинче пилеш пек хӗрлӗ панулми шереписем ҫакӑнса тӑнӑ; выртма хытӑ пулнӑ; ӑна хӑйӗн тилӗ тирӗсенчен ҫӗленӗ кивӗ кӗрӗкӗпе витнӗ тата ун ҫийӗн хӗллехи хулӑн пиншак пӑрахса янӑ. Ҫав тери хытӑ кӑшкӑрса калаҫакан Зобов поручик те, ҫапӑҫура ҫуркаланса, таткаланса пӗтнӗ Обжогов капитан та, хайхи, ҫынна юрама тӑрӑшман артиллери капитанӗ те, юратура телейлӗ юнкер та, пурте бульвартах-мӗн, ҫавсемех, ӗнерхи ҫынсемех ҫӳреҫҫӗ-мӗн кунта, ҫав-ҫавах, мӗн ӗмӗртен хавхалантарнӑ пекех, ултав, чапа е мухтава тухас кӑмӑлпа шухӑшламасӑр-тумасӑр ҫӑмӑлттайланас шухӑш хавхалантарать-мӗн вӗсене. — Итле-ха, чунӑмҫӑм, ырӑ Бэла! — терӗ малалла Печорин, — куратӑн-ҫке эпӗ сана мӗнле савнине, сана хаваслантарасшӑн пулса, эпӗ хамӑн мӗн пуррине пӗтӗмпех пама хатӗр, телейлӗ тӑвас килет сана манӑн, енчен эсӗ каллех кулянма тытӑнсан, эпӗ вилетӗп. Николай Антоныч ҫаплах алӑк патӗнче тӑрать — вӑл яштака, тӗлӗнмелле яштака ҫын, пальтопа, шӗлепкине аллипе тытнӑ. Пичче хӑйӗн вӑрӑм аллисене ҫӑра пӗлӗтсем еннелле ҫӗклерӗ. Унӑн уҫӑлса кайнӑ ҫӑварӗ куҫлӑхӗ айӗнчен йӑлтӑртатса курӑнакан куҫӗсем, пуҫне ҫӳлелле те, аялалла та, ҫылтӑмалла та, сулахаялла та сулкаласа тӑни, унӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ — калама ҫук тӗлӗнсе кайнине кӑтартаҫҫӗ. Нина Капитоновна ҫывӑхрах пулнӑ курӑнать, алӑк хыҫӗнчех пулнӑ-и тен, мӗншӗн тесен, Катя ҫакна каласанах вӑл кӗчӗ те Николай Антоныча апата чӗнме пуҫларӗ. Иккӗмӗш страницӑн тепӗр енче вӑл чӗрнил тумланӑ хура ҫаврашка пеккине тӗл пулчӗ; анчах тинкеререх пӑхсан, унта ҫурри сӑтӑрӑлса хуралнӑ темиҫе паллӑ тӗл пулчӗ. Негр кайсанах, Зеб турӑ лаша тӑнӑ ҫӗрелле утса пынӑ. Ҫар сучӗн ларӑвне ирттерме Симурден шӑпах башньӑн аялти хутӗнчи, замок ҫине тапӑнас умӗн баррикада тунӑ, кайран хурал тӑракан салтаксене вырнаҫтарнӑ пӳлӗме суйласа илчӗ. — Астумастӑп… Ӗнтӗ мӗн тӑвас?.. — Ҫапла, вӗсем тӑраҫҫӗ, вӗсем ӑҫта тӑнине те пӗлетӗп, — терӗ Митман. Ӑҫтан тухаҫҫӗ ҫавӑн пек элексем? Тӳпере хӗвел час та час йӑлтӑртатрӗ. Манӑн кӗнекесем те нумай. Анчах ҫакӑ та сисӗнет: унпа юнашар тепӗр вӑйлӑрах ҫын тухса тӑрас пулсан, — Корытова юратакансем пурте унран уйрӑлса, теприн ҫумне, ҫӗнни ҫумне ҫыпҫӑнса ытларах ӑна хисепленӗ пулӗччӗҫ. — Кӑлӑхах хӑранӑ вара эсир! Вӗсем вӗт пурте ытла кичем ҫынсем. Каҫарсамӑр ӗнтӗ… Типӗ тумтир тӑхӑнсан, Андрей чӑнах ӑшӑнчӗ, ӑна вара хӑй полкӗнчи ҫынсем хушшинче ҫав тери лайӑх, ҫав тери аван пек туйӑнса кайрӗ, ку таранччен вӑл нихҫан та хӑйне хӑй хальхи пек туйманччӗ. Унӑн ӗнтӗ пӗр шанчӑк ҫеҫ юлнӑ: вӑл, тен, Дуня, ҫамрӑкскер, хӑйӗн хӗреснамӑшӗ пурӑнакан ҫывӑхри станцӑна ҫитиччен кайман-ши, тесе шухӑшланӑ. Эсӗ сасӑлама тытӑнса тӑратӑн-им, Макар? Ҫакна халӑх ӑнланӗ-и?» Уйрӑмлӑх пур-и? Тӗрӗссипе, вӑл та чӑн-чӑн тыткӑнҫӑ пулса пурӑннӑ, асап курас ҫуккине шутламасан, унӑн пурӑнӑҫӗ те Каи-Куму аллинчи юлташӗсен пурӑнӑҫӗнчен аванах пулман. Эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп». Вӑл Беккипе юнашар ларнӑ та ӑна ыталанӑ. Бекки хӑй питне унӑн кӑкӑрӗ патне пытарса лартнӑ та, ун ҫумнелле тӗшӗрӗлсе ларса, хӑй мӗнтен хӑранине, хӑйӗн кая юлнӑ ӳкӗнӗвӗсене пӗтӗмӗшпех кала-кала кӑтартма пуҫланӑ. — Аслӑ шкула кӗме апла хатӗрленмелле мар, улпутӑмсем; эсир пурте кӑвак ҫухаллӑ мундирсем тӑхӑнассишӗн кӑна ӑнтӑлатӑр; ҫиелтен ҫеҫ вӗренкелетӗр те студент пулма пултаратпӑр, тесе шутлатӑр; ҫук, улпутӑмсем, предмета тӗплӗн вӗренес пулать, т. ыт. те, т. ыт. те. Озеров капитан алӑпа епле сулса илмеллине ҫеҫ кӑтартать пуль, тенӗччӗ салтаксем, анчах вӑл, аллипе сулса илсенех, кӗтмен-туман ҫӗртенех, гранатӑна хыттӑн вӑркӑнтарчӗ, унтан вара, граната сывлӑшра чухнех команда пачӗ: — Вы-ы-ырт! — Хытӑ ҫӗр ҫинче — пӗр задача, ҫемҫе ҫӗр ҫинче — тепӗр задача. Эпӗ ун ҫине тинкеререх пӑхрӑм та кӑшкӑрса ятӑм: — Ку — темӗн пысӑкӑш тинӗс сысни… Йӗркене пӗлсех каймастӑн. Вӑл хӑйне хӑй куккӑшӗн хӗрӗпе ывӑлӗ тӗлӗшӗпе мӗнле тытнине пӑхсан, ӑна хисеплессине кӗтмелли пулман пулӗ. — Ку тӗрӗсех-и? — тесе кӑшкӑрчӗ Николай пӳлӗмрен. Егор куҫне ҫавӑрса пӑрахса ахӑлтатрӗ, антӑхса кайрӗ, кӑкрине аллисемпе сӑтӑркаларӗ. Нанко, унӑн ученикӗ пулнӑскер, хӑйне хисепленине Огнянов пит лайӑх пӗлет, ӑна кирлине пӗр иккӗленмесӗр тӑвасса та шанать. Ҫуртра шӑп. Ку ӗнтӗ йӑваш та айӑпсӑр кулӑ. Васинпа ватӑ феерверкер анчах блиндажран тухнӑ-тухман пек ларчӗҫ, ыттисене вара пӗртте тытса чарма май килмерӗ, вӗсем шӑршлӑ блиндажран ирхи таса сывлӑша туха-туха ларчӗҫ. Вӑл ирхине бомбардировка ӗнерхи пекех вӑйлӑ пулчӗ. Салтаксем ҫав ҫавах хӑшӗ алӑк умне вырнаҫса ларчӗҫ, хӑшӗ бруствер айне кӗре-кӗре кайрӗҫ. Шуйттан ҫӑмӑллӑн аялалла сиксе анчӗ те кӑвайт умне чӗркуҫленсе ларчӗ. Кӗр, чунӑм, алӑкне уҫса кӗр, ак унӑн тӑпри, хӗрринчи… Пирӗн иксӗмӗрӗн, Андрей, ӑна юлташла асӑрхаттармалла, текех кӗтме май ҫук. Артамонов ӑна хирӗҫ:— Мӗн аван мар? Людмила кӗлеткипе кӑрт та кӑрт сике-сике илчӗ, унӑн питҫӑмарти тӑрӑх куҫҫуль юхрӗ. Апла пулсассӑн, ман Эпӗ ҫапах та ҫак тивӗҫлӗх, чыслӑх, юрату йышши ӑнланусенчен пуринчен те хаклӑрах? Акӑ службӑра эпӗ… — Сана валли ҫитӗ-ха, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн. Улталама май килмӗ санӑн: Каи-Куму куҫӗсем этемӗн чӗри мӗн тунине витӗрех курса тӑраҫҫӗ. Тата теҫеттинран пӗр 30 чалӑш вутӑ тухатех», — тенӗ вӑл хӑй ӑссӗн. Ҫав тери инҫе ҫӗре. — Апла пулсан, хӑй ӗмӗрӗнче нумай курнӑ вӑл? Хӑш енче ҫуралса ӳснӗскер вӑл? Маларах ӑҫта пурӑннӑ? — Артур! — Ӑҫталла пит васкатӑн? Вӗсем кунта килнӗ ҫынсем кӑна вӗт. Акӑ, Найденов — комсомолец, санӑн сӑн-сӑпату пирки мӗн шухӑшлама пултарӗ-ши вӑл? Сывлӑхӗ унӑн аван, пӗр виҫ-тӑват кунтан вӑл вырӑн ҫинчен тӑма пултарать. — Пирӗн пуҫласа ярасси кӑна, тепӗр эрнеренех вара ют ҫӗршывсен пӑрахучӗсем тупӑсем те, винтовкӑсем те ҫитерсе парӗҫ. — Сана ҫав пакӑлти хӑратса хӑварчӗ. Ҫак ҫӗршывра эпӗ тата пурӑнса ирттермешкӗн хама кӑмӑла каякан япала урӑх пӗрре те курмарӑм, ҫавӑнпа эпӗ Англине ҫаврӑнса ҫитесси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Мана тав тӑвӗ ӗнтӗ, тавӗсен шутне те тупас ҫук! Ҫавнашкал лайӑх хыпара карчӑка пӗлтерсе, хӑй мӗнле савӑнасса тата хӑйӗн карчӑкне епле савӑнтарасса туйса, Ҫӑрттан мучи, пуҫне сулла-сулла, йӑл-йӑл кулчӗ. Хӑй мӗнле киревсӗр ӗҫ туни ҫинчен судьясене каласа пама хӑтланса, ӳкӗннипе хӑйне сасартӑк ҫӑмӑл пек туйнӑран ӗнтӗ, Ярцев хӑй ҫак ирхине мӗн-мӗн тунине тата мӗн ҫинчен шухӑшланисене пурне те аса илме тӑрӑшса пӑхрӗ. Ҫапла темиҫе сехет хушши шурӗ вӑл. «Пӑх-ха, мӗнле вӗҫтерет! Пирӗн вӗсене капитализма сирпӗтме, рабочисемпе хресченсен влаҫне туса хума пулӑшмалла, вӗсене пулӑшас тесен, пирӗн колхозсем тумалла, колхоз хуҫалӑхне ҫирӗплетсе пымалла. Анчах ҫакна каласшӑн эп сана: вӗренӳ кӗнекисем вӑл — пӗчӗк ӗҫ ҫеҫ-ха… вӗсем кӑна ҫителӗксӗр… сана вӗсем — платнике пуртӑ тата сава мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пек ҫеҫ кирлӗ; вӗсем — инструмент. — Ну, мӗн-ха ӗнтӗ ку, сан патна ларма килетӗн, эсӗ пур — табак туртма пуҫлатӑн, — терӗ те вӑл ман ҫуммах, ман ҫине сӗвенсе, диван ҫине ларчӗ. Енчен те вӑл ӑна вӑйпа пусмӑрланӑ пулсан, мӗн пулать-ха ӗнтӗ халь пирӗн? Эпир пурте ун ҫинчен, вӑл ылтӑн ҫӗвӗ хӗрӗсене ҫавӑрма пултарасси ҫинчен калаҫа пуҫларӑмӑр. Пире вӑл хӗрсем, картишӗнче тӗл пулсан, е, кӳреннӗ пек тутисене персе, аяккипе иртетчӗҫ, е тӳрех пирӗн еннелле утатчӗҫ, эпир вӗсен ҫулӗ ҫинче ҫук та пекчӗ. Леночка!.. — Ну, мӗн эсӗ? Джо индеец ура ҫине тӑчӗ, пӗр чӳречи патне утса пычӗ, унтан теприн патне, шикленмелли-мӗн ҫук-ши тесе хуллен пӑхкаларӗ. Анчах тӑшман ҫарне ҫапӑҫура курни вӑл — пӗр япала, кулленхи пурнӑҫра курни — пачах та урӑхла япала. Епле сухалаҫҫӗ-ха? Ҫӗре ҫаратаҫҫӗ! Шурӑ тутӑр татӑкӗсене пытарса хунӑ ӗнтӗ — каллех вилӗмпе асап тупписем шӑхӑраҫҫӗ, каллех таса та айӑпсӑр юн юхать, йынӑшни, ылханни илтӗнсе тӑрать. Эпир ун чух сухалаттӑмӑр та, акаттӑмӑр та, пурте пӗрле. Кулмасӑр-тумасӑр пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине. — Ытарма ҫук чипер Зойӑна кунӗ художникрен салам! сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Шубин, шлепкине театрти пек сулкаласа. — Шантарсах калатӑп! Юр тытса хӑвармаллах. Ҫитменнине тата кунта чӑнласах ҫил вӗрет. Ҫуркунне енне вара вӗсемпе тертленсех халтан каятӑр. Катя каллех ҫывӑрса кайрӗ, эпӗ шӑппӑн ҫеҫ тумлантӑм та кухньӑна пытӑм, вӑл унта чей ӗҫетчӗ, ҫаруранччӗ хӑй, таса кӗпе вӗҫҫӗнччӗ, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗпе мӑйӑхӗ те йӗпеччӗ-ха. Гремячий ҫыннисем ҫакӑн пек хаваслӑ самантра алӑ ҫупма хӑнӑхман-ха, анчах Шалый чӗтрекен аллисемпе хӗрлӗ сатин татӑкне илнӗ самантра шкулта шӑв-шав пуҫланчӗ. Чунӑмӑр хӑвӑл — ҫавна пӑкӑлатпӑр… Унсӑр пуҫне тата ҫӗр пӳрт алӑкне уйӑх ҫутатать. Вӑл тин ҫеҫ ҫыран хӗррине анса юлчӗ-ҫке. Туснӑ карапран пӗр ҫын та ҫӑлӑнайман пулас. Ҫапах та Бяла Черквапа мӗнле ҫыхӑнмалла-ши? Ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм, Макар ҫинчен каларӑм. — Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ, — терӗ ӑна хӗрӗ. — Ой, сеньор, чирлӗ-им вӑл? Ҫул ҫинче салхуллӑ пулчӗ. Ҫав портрет ҫине вӑл хӑй аллипе «Пулсан — чи лайӑххи пул» тесе ҫырса хунӑччӗ. Кухньӑри кравать айӗнчен ҫын урисем тухса тӑраҫҫӗ. Эсӗр аван перетӗр-и? — терӗ граф. — Ан ҫыхлан, тетӗп, ҫын ҫумне. — Иван Федорович вӑл — тухтӑр, унӑн тухтӑрӗ, канаш параканни. Океан ҫине кун ҫитрӗ, хӑраса ӳкнӗ пек, шурхайнӑ, салхуллӑ та тӗксӗм кун, анчах вӑл ҫапах та темле вӑй-хал, шанчӑк илсе килчӗ. — Мӗнле курортра? — тӗлӗнчӗ Давыдов. Ну, айӑпа кӗнӗ пултӑр, ну, пӑтрашса кайса йӑнӑш ӗҫсем тунӑ пултӑр, ара эпир политика тӗлӗшӗнчен питех вӗреннӗ ҫынсем мар-ҫке-ха. — Ҫапла, мистер Кольхаун. Паганель пӑртак кӳреннӗ те, пӑртакҫӑ тӗлӗнсе те илнӗ. Майор хӗпӗртесе ӳкнӗ. — Петр Иваныч! — Корчагина пӗлетӗп, унпа эпӗ пӗр ҫуртра пурӑннӑччӗ. Эпӗ ҫӗнтереймесси паллӑ пулсан — мана флангсенчен пулӑш-ха, мана ҫапса аркатсан вара — тархасшӑн эпӗ питӗ намӑслӑн каялла чакнине пытар». Туман хӑйӑрпа витӗнекен ҫаври пӗчӗкленсех пырать, таҫталла, сӗм тӗттӗмӗлле унран хӑпнӑ аппарат вӗҫет, вӗҫет, вӗҫет… Анне вара айванла, васкаса тенӗ пек, кулма пуҫларӗ. Ытлашши килсе тухрӗ пулсан, халӗ ӗнтӗ пытанмалла выляни ним тума та кирлӗ мар… Эпӗ Сильвер сӑмахӗсене, Мул утравӗн хӗвеланӑҫ енчи пӗтӗм ҫыранӗ тӑрӑх ҫурҫӗр еннелле каякан юхӑм пур тенине аса илтӗм. Ҫак юхӑм мана ярса илнине ӑнланса, эпӗ Буксирная Голова тӗлӗнчен иртме, унтан вӑя харам пӗтермесӗр, хама кӑмӑллӑрах туйӑнакан Вӑрманлӑ сӑмсах патне чарӑнма хӑтланса пӑхма шутларӑм. Урӑх каласа ӑнлантарни кирлӗ те пулман. Ҫав сӑмахсемпе пурне те каланӑ ӗнтӗ. — Эсӗ куртӑм, тетӗн, — терӗ вӑл, — эсӗ кайса калатӑн! — унтан пӗтӗм вӑйран тӗртсе, мана кимӗ ҫинчен шывалла усӑнтарчӗ, иксӗмӗр те кимӗ ҫинчен пилӗк таран шывалла усӑнса тӑтӑмӑр, унӑн ҫӳҫӗ шывах перӗнет; ҫакӑ вара чи хӑрушӑ самант пулчӗ: эпӗ чӗркуҫҫипе кимӗ тӗпӗнчен хирӗнтӗм те хӑрах аллӑмпа унӑн ҫивӗтне ярса тытрӑм, тепринпе мӑйӗнчен ярса илтӗм те, тинех вӑл тумтирӗмрен аллисене вӗҫертрӗ, вара пӗр самантрах ӑна эпӗ хум ҫинелле ывӑтса ятӑм. Санин ӑна аран-аран лӑплантарса вырӑна лартрӗ. — Пӗлетӗн-и, эпӗ вӑл бомбӑсене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, Российӑра пӗр-пӗр ҫӑлтӑрлӑ каҫхине тула тухсан ӗнтӗ, маншӑн вӗсем пурте бомба пек туйӑнасси паллах: ҫав тери хӑнӑхса ҫитетӗн. Унтан ҫӑвӑнма, пӗҫерекен питне сивӗ шывпа сивӗтме тесе, шыв хӗрринелле утрӗ. Франци ҫулҫӳревҫи Самюэль Вернон, Вӑтаҫӗр Африкӑна тӗпчеме каяканскер, Негорӑна ҫул кӑтартса пыма илнӗ. «Кала-ха, тархасшӑн, — тапӑнчӗ хӗрпултӑрӗ ял пуҫлӑхне, — юлашки ӑс-тӑнна ҫухатмарӑн пулӗ те эс? Анчах, хӑвӑрах куратӑр, вилмен-ха эпӗ. Мӗнле ырӑ вӑл сакӑр ҫул хушши тунсӑхласа пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван хулана таврӑнма! Акӑ, ҫул ҫумӗпе тӑсӑлакан сукмакпа иртсе пыракан ҫынсем курӑнаҫҫӗ: вӗсем турра кӗлтума каякан хӗрарӑмсем. Хӑй пӗтет, пурӗпӗр сӑхать! Куркаланӑ эп ӑна… Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: пирӗннисем ҫав виҫене ҫитсен — пулчӗ вара! Каҫарӑр, капитан юлташ, аплах мар шухӑшлатӑп-и тен эпӗ? Вӑл ӗлӗк кулак пулни паллах, анчах халӗ тӳрӗ чунпа ӗҫлет, ӗлӗкхисемшӗн хӑрать пулмалла… Республика штабӗпе фронтсен штабӗ ҫак утлӑ масса ҫӗнӗлле епле йӗркеленнине тӑшмана систерес мар тесе питӗ тӑрӑшса сыхланӑ. Вӑл та сывӑ. Тулли ҫӑварне чаплаттарса, арӑм вӑрҫса илчӗ: — Ҫиме парасчӗ тирпейлӗн, шӑршӑсӑр, пӗр вӗҫӗмсӗр мӑкӑрлантаратӑн. Тусем ҫинчен вӗрекен ҫил вӗсен ҫурт тӗлӗнчен пӑрӑнса иртет, тинӗс ҫинчи тӗтре вӗсем патне ҫитичченех сапаланса каять иккен. Хӑй ухмахланнисене аса илсен, вӑл хурланнӑ та хуйхӑрса ҫапла каланӑ: — Ҫук, кӑна мана турӑ наказани пачӗ; ман картина тивӗҫлипе намӑс курчӗ. Тухтӑр каланӑ тӑрӑх, тепӗр виҫ кунтан эпӗ сывалса ҫитетӗп, вара мана уҫӑ сывлӑшпа сывлама, апрель хӗвелӗн ӑшшинче ларма та юрать. — Ун ҫинчен ан та кала, Том, — терӗ вӑл. Тепӗр чух тата хамӑрӑннисем кӗпӗрленсе килсе хамӑрӑннисенех ҫаратса кайнисем те пулкаланӑ. Ку ӗҫе Риварес хӑй ҫине илсен, ун пек инкексем малашне пулмӗҫ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Вырӑн ҫинче выртать пек те, ниепле те тӑраймасть пек, хӑйӗн тӑрасах пулать, мӗншӗн тесен ун патне халь становой Иван Матвейч пымалла пек, вӗсен Иван Матвейчпа иккӗшӗн вӑрман илме каймалла пек, е Мухортый ҫинчи кутлӑха тӳрлетсе ямалла пек. Кам пӗлет», тен, каллех аташатӑп пулӗ. Фрол ывӑлӗ… Хӑвӑртрах тарар, Бойчо! — Ниҫта тухмалли те ҫук, ҫакна та калас пулать, — хушса хунӑ Люба. — Каҫарӑр, ятӑрпа аҫӑр ячӗ мӗнлеччӗ-ха сирӗн? — Хваттертен кӑларса ячӗҫ-им? — Эпӗ-и? Пӗлетӗр-и эсир: сирӗн ҫинчен кунта мӗн калаҫҫӗ, кунта ҫеҫ те мар, Рио-Гранде тӑрӑхӗнче те. Пуп ыйтӑвӗсене хирӗҫ: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ», — тесе пилӗк хутчен каларӗ тӗ ыйтать: «Митрий атте, леш тӗнчере утсем пур-и?» Амӑшӗ ун тавра какӑлтатса кускаласа ҫӳрет, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Игнатенок вӑтанчӑклӑн кулса, хӗре кӗпе аркинчен тытса сӗтӗрет. — Кам калама пултарӗччӗ вӑл сывалать тесе? «Эсӗ малашне ан чеелен», — хушса хучӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Жида ярса тытмалла, жида ҫыхса лартмалла, жидӑнне мӗнпур укҫине тытса илмелле, жида тӗрмене хупса хумалла, тейӗ. — Мӗн? Вӑрат-ха ӑна, тен, ҫиес тейӗ. Усӑллӑ та вырӑнлӑ ӗҫ! — Санпа тӗл пулманни нумай пулать, Варюха-горюха! — савӑнӑҫлӑн каларӗ Давыдов. Тата Андрий сӑн-питӗнче хӑрамалли те нимӗн те пулман: вӑл сӑнран питех те хитре пулнӑ. Атте кантӑк умӗнче хӑй ҫулленех илсе тӑракан «Придворный Календарь» ятлӑ кӗнекине вуласа ларатчӗ. — Ҫук, сэр. Ан тив, ӑна кирек кам антартӑр, анчах эпӗ антармастӑп. Эпир вара ҫийӗнчех унпа килӗшрӗмӗр. Халӗ вӑл хӑйӗн вӑрҫӑри ӗҫӗсем ҫине те ҫӗнӗлле пӑхать, унӑн ӗлӗкхи ӗҫӗсем ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл ротӑра тата полкри чи лайӑх агитаторсен ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсене чылайччен ӑнланса илеймен вӗт-ха! Тӳрех калас пулать, ун чух вӑл ӑна ӑнланса илеймерӗ, халь кӑна, кирлӗ мар чухне, вӑл унӑн тупсӑмне тупрӗ. — Вӑт, вӑл аван, Том! Эпӗ кунпа та килӗшрӗм. Анчах та ӑна вӗри лапка ҫине мар, юр ҫине хурать. Анчах эпӗ кӗнӗ чух Том питӗ канлӗн ҫывӑратчӗ, сӑнӗ шуранка унӑн — ӗнер юханшыв леш енчен илсе килнӗ чухнехи пек хӗрлӗ мар. Начальниксем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансемпе ҫакнашкал калаҫнинче халь темле йӑпӑлчӑклӑх, шанса пӗтерейменни те айӑплӑх пурри сисӗнчӗ. — Джон, манӑн чӗрем хӑпнӑ, вӑхӑт-вӑхӑтпа туятӑп эпӗ, ман кӑмӑла темӗскер хуҫать пек. — Кӗҫӗр каҫ вӑл хӑй валли хӗр вӑрланӑ та, пӗрер черкке эрех сыпма кӗтӗмӗр… Ҫав сӑмах амӑшӗшӗн хӑйӗн ывӑлӗн тата унӑн юлташӗсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗсен тӗп шухӑшне ҫутатать. Унтан ыйтаҫҫӗ, вӑл мӗнле пулсан та лайӑхрах ответ парасшӑн. — Тухма ыйтатӑп, халех вӗҫсе каятпӑр. Марко Иванов тем пирки иккеленкелесе тӑчӗ, хӑшӗ-пӗри хӑйне хирӗҫ пулса пынӑ пек те туйӑнчӗ. — Эпӗ каллех чарӑнтӑм. Вӑл малтан сывлӑшалла ывтӑннӑ, унтан ҫӗре ӳкнӗ те курӑк ҫинче йӑваланса кайнӑ, лаши кӗтӳ хушшине кӗрсе кайнӑ. Вӗренме ӗнтӗ, чӑнах та, йывӑр: хальхи вӑхӑтра хаклӑ илеҫҫӗ… Чикансем хуторсем тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, ыйткалаҫҫӗ, мӗн япӑх выртать — вӑрласа каяҫҫӗ… Тӗлнех килчӗ тата, акӑ вӑл. Мӗнле хӑять-ха вӑл мана тав тума? Карап ҫинчи платникӗн ӑста алли унта часах чаплӑ та уҫӑ пӳлӗм туса хучӗ: унӑн урайне хулӑм кавир сарчӗҫ, туалет сӗтелӗ тата Гленарванпа Мэри Грант валли икӗ кровать лартрӗҫ. Кӑшт шухӑшласа тӑрсан, Половцев килӗшрӗ: — Тӗрӗс калатӑр пулас эсир, Радзивилла тӑмани. Ухмахсем! — Тавлашатпӑр-и апла пулсан? — терӗ вӑл чылаях хыттӑн. — Ҫапла, унӑн амӑшӗ! Ывӑлӗ валли вӑл вӑй тупӗ. Мӗскӗн хӗрарӑм чурасем мӗн тӑваҫҫӗ, ҫавнах тӑвӗ! Вӑл та, вӗсем пекех, ҫул ҫине тӗшӗрӗлсе анӗ. Енчен халь хыҫса илмесен, вилетӗп тесех шутлатӑп. Юлашки калаҫу та ҫавнашкалах пулчӗ пирӗн, аннепе иксӗмӗр эпир пӗр-пӗрне хирӗҫ пӗр сӑмах та хушмарӑмӑр. — Саня! — каллех кӑшкӑрса пӑрахрӗ Кораблев. Эпир, Ксюхӑпа иксӗмӗр, лайӑх пӑхӑпӑр ӑна, пирӗн тӑварланӑ пулӑ та, пӗр ярӑм кӑмпа та пур… пулӑ шӳрпи, кӑмпа яшки ҫитерес пулать ӑна… Тул ҫутӑлас умӗн вӑл тӑчӗ, сухалне хырчӗ, питне ҫурӗ те, шӑп учреждени уҫӑлнӑ сехетре хӑйӗн пурнӑҫӗн ыйтуне татса памалли административнӑй служба майорӗн сӗтелӗ умне пырса тӑчӗ. Эсир вӗсенчен хӑтӑлма пултарнӑшӑн турра шӗкӗр… хулара сирӗн пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл хӗр ҫинелле тепӗр хут шеллесе пӑхса илчӗ те, костылӗсемпе тӳплеттерсе, пӳлӗмрен тухрӗ. Унтан вӑл ҫавӑнтах чупма пуҫларӗ, ҫын чи сӑхӑлтарах ҫурекен урамсемпе чупрӗ, ҫапла вӑл часах мӑнаккӑшен карти хыҫне пырса тухрӗ. Куҫӗсене каллех хупрӗ, тем ыратнӑ пек шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса лартса вӗсене курӑнакан турӗ; унӑн аялти тути усӑнса анчӗ, ҫӳлти — ҫӗкленчӗ, уссисен кӑвакрах тӗкӗ шӑрт пек пулса тӑчӗ. — Ваше превосходительство, япала нумай вырнаҫать! тепӗр тесен, эпӗ ун пек кӳме урӑх курман та. Татьяна Ильинична Овсяникова ҫӳллӗ, чыслӑ та калаҫма юратман хӗрарӑм, вӑл яланах хӑмӑр тӗслӗ пурҫӑн тутӑр ҫыхса ҫӳрет. Станицӑна каҫхи сӗмлӗх ҫавӑрса илнӗ ӗнтӗ. Эпӗ чылай вӑхӑт чирлесе пурӑнтӑм. Сывалнӑ хыҫҫӑн, халӗ пирӗн патра вилнӗ атте вырӑнче пуҫлӑх пулса тӑракан Алексей Иванович, отец Герасима Пугачев ячӗпе хӑратса, мана ирӗксӗрех хай аллине партарчӗ. Анчах ун ывӑлӗсем ҫинчен ытларах калас пулать. Вӑл вӑтанчӗ. — Тӑхта-ха, — терӗ Елена, аллине ачашшӑн илсе: — шлепкене хывма ирӗк пар. Пуш арманта пытаннӑ Огнянов пӗр-пӗр юлташӗ пырасса е Марийка та пулин килсе курӑнасса кӗтсе тӑчӗ. Эсӗр ун патне ҫитеймен! — тенӗ кӳрши. Эпӗ пуян, вӑл ман пӗртен пӗр хӗр… — Ҫук, ытлашши нимӗн те пулман. Тархасшӑн эсӗ пирӗн ҫумма ан сӗртӗн-ха, ӑнланатӑн-и эсӗ ҫакна? Кӑнтӑрлахи пек ҫутӑлса кайрӗ. — Юлташ старший лейтенант, мӗншӗн эсир… — терӗ хӗр хуллен, хӑйӗн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗ пекех хӗрелсе кайса. Анчах никамран малтан вӗсем алли-урисемпе тармакланса ӳксе шӑп урам варринче ҫывӑрса выртакан запорожеца курчӗҫ. Сад кӗтессинче Тихон Вялов тӑрмашать, вӑл ҫӗре ӳкнӗ ҫулҫӑсене кӗреплепе пуҫтарать; садра кичем, ҫемҫен кӑштӑртатакан сасӑсем илтӗнеҫҫӗ; йывӑҫсем хыҫӗнче фабрика мӑкӑртатать, кӑвак тӗтӗм таса сывлӑша ерипен варалать. Ҫак юмахӑн тупсӑмне тупас тесен, пирӗн мӗнпур ӑс-пуҫпа мӗн кирлине тавҫӑрса илмелле пулать. Манӑн — ӗҫке ернӗ, аскӑнчӑк ҫын, анчах ҫапах та — хаваслӑ. Егорушка хӑйӗн пальтине пӑхма тытӑнчӗ. Унта картинкӑсем анчах. . — терӗ. Ывӑлӗ каллех ӑна аллине тӑсса пачӗ, вара унӑн сӑнӗнче темле ачаш туйӑм палӑрчӗ. Юхан-суранпа тӗрлӗ усал шыҫӑран сиплет вӑл ҫаплах. — Сухаламалла тенипе эппин… тата акмалла, тенипе. Анчах та вӑл ун пек тума пултарайман курӑнать, мӗншӗн тесен Саня ҫырӑва хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗр виҫӗ сехет хушши, эпӗ хӑй патне ыткӑнса кӗричченех, вуласа ларчӗ. Федор Мазин! — Суятӑн, Тимофей! Ӗлӗкрех мана М-ов хулинче пурӑнма тӳрӗ килмен, ун ҫийӗпе ҫеҫ пӗр ик-виҫӗ хут вӗҫсе иртнӗ. Вӑл хӗр сӑмахӗн тӗллевне ӑнланайман: кӳрентересшӗн пулнӑ-и ӑна Люба е ахаль ҫеҫ каланӑ-и? — Ан! — кайран ҫеҫ каларӗ урядник, хӑй йӗри-тавра пӑхкаласа. Хастар тӗпчевҫӗ темиҫе хутчен те ҫак ултавлӑ, кашни утӑма асӑрханса пусмалли путакан вырӑнсене лексе курнӑ. Эпӗ шухӑша кайрӑм. Р. чӗнчӗ те кӑртах сикрӗм. Уйӑха эпир мӗншӗн куратпӑр? Тӗнчере манӑн пуринчен ытла Серафима Петровна пек вулама вӗренес килетчӗ. Авӑ вӗсем, пурте сан патӑнта пурӑнаҫҫӗ, авӑ — лараҫҫӗ… Пӗчӗк пӳлӗмре тӳлек, тӗттӗм тата питӗ пӑчӑ пулнӑ. Планета хӗрринчи шурӑ пӑнчӑ — Марсӑн юрпа витӗннӗ ҫурҫӗр ҫӗлӗкне кӑтартать. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн Фома аллисене ҫирӗппӗн те лӑпкӑн брюки кӗсйисене шаларах чиксе янӑ, кӑкӑрне хӑпартса карӑнтарнӑ, — ҫакна пула, унӑн пӗтӗм кӗлетки халь-халь сиксе ларас пек пулса тӑнӑ… — Дворник сана мӗн каларӗ? — Усалсем! Пӑван ун еннелле майӗпен ҫаврӑнса тӑрсан, Джемма унӑн куҫӗсем пӗртте хускалманнине курчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. — Эхер те эпӗ сирӗн пата ҫӳрес пулсан?.. — терӗ вӑл ӑнсӑртран. — Мӗнле турра кӗлтуса ҫӳрекенни ҫинчен тата? Рене-Жан ӳпне выртса, пуҫне чӑмӑрӗсем ҫине хурса ҫывӑрать. Пускӑчӗсем ҫине пусса пыракан урисене ҫемҫе сӑран пушмак тӑхӑннӑ. «Хисеплӗ Мария Васильевна!» — Марья Васильевна! Марса сӑнама хӑҫан авантарах? Ҫак ӑпӑр-тапӑр кирлӗ те мар тесе, Бойчо кӑлӑхах хирӗҫсе тӑчӗ. — Тӑлӑп! Манӑн халӗ пӗр кӑмӑлпа, ҫав хул айне хӑпартса кӑларнӑ костыльсене ывӑтса ярса, хама канӑҫ та телей кӳрекен ҫӗр ҫине выртас килнипе кӗрешмеллеччӗ. …Тӑна ҫухатас умӗн тахҫан малтан хамӑн таврара мӗн пуррине курмастӑмччӗ пулас эпӗ, — апла пулмасан ӑҫтан-ха пуҫӑм вӗҫенчех ешӗл купӑста пуҫӗ выртать? Ҫак партире тӑман ҫын (Таля ашшӗ) партин пур канашлӑвӗсенче те яланах хисеплӗ вырӑнта ларать. Ку ҫав тери лайӑх япала-ха. Ҫак сехет хушшинче вӑл пӗр сӑмах та тенӗ пек каламарӗ; вӑл, малтанхи пекех, хапха ҫумне таянса тӑчӗ, манӑн кучер хӑйӗнчен тӑрӑхласа кулнине хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, манпа та сиввӗн сывпуллашрӗ. «Мӗнрен хӑраса ӳкрӗ-ха ку кулӑшла ҫын?» — тӗлӗнчӗ Давыдов, кил хуҫи епле шуралса кайнине, унӑн чӗтреве ернӗ тути хӗррисем араннӑн хускалкаланине асӑрхаса. Анчах вӑл та Одинцовӑна ӑнланчӗ. Фома ассӑн сывласа янӑ. Иртнӗ ҫветкӑра тата пирӗн пата лаша вӑрри Яшка кӗчӗ, кукамая юмӑҫ пӑхтарасшӑн. «Ун ҫинчен шутламалли те ҫук». Огнянов шухӑша кайнӑ пек пулчӗ, унтан вара: — Сыбка, кала-ха мана, пӑлхарсене грексен чуралӑхӗнчен мӗнле патша хӑтарнӑ? Сире ырӑ тума хатӗр Андрей Дубровский. Ҫак кунхине те ҫӳллӗ курӑка сиркелесе пынӑ чух вӑл темле кайӑка вырӑнӗнчен хӑратса кӑларчӗ. Анчах манӑн ӗҫ ӑнса пымарӗ — эпӗ ҫав вырӑна ниепле те тупаймастӑп. Пӗрре ҫӳлте сад ҫинче ярӑнса вӗҫсе ҫӳрекен хӗрен ман ҫине персе анчӗ. Акӑ мӗншӗн пӗр сӑмах та каламастӑп. Ӑна вилӗмрен хӑтармалла пулсан та каламастӑп», — терӗ Бекки ӑшӗнче. Кунта вӑл хӑй лашине кӑкарнӑ та чӑтлӑх витӗр уҫланкӑна пырса тухнӑ. Сӑмах ман каласан, Ледков ҫинчен иртнӗ кунсенче ҫеҫ Полярмӑйра доктор каласа кӑтартнӑччӗ-ха, вӑл имӗш питӗ ӗҫчен те хӑюллӑ иккен, вӑрҫӑн пирвайхи эрнисенчех округри пӗтӗм пурнӑҫа, сапаланса куҫса ҫӳрекен халӑхӑн пӗтӗм пурнӑҫне вӑрҫӑ задачисене пӑхӑнтарса тӑратма пултарнӑ. — Эсӗ Татаринов капитана тупман-и-ха тесе те интересленетчӗ вӑл, — терӗ мана доктор. Ӗҫӗ пӗтӗмпех сирӗн провинциалла ансӑр ӑнланӑвӑрта та ятшӑн-чапшӑн ҫав провинциаллах ҫуннинче, сире кирек хӑҫан та, кам-тӑр «ункӑлатӑр», тем тесен те пултӑрах ку тата ҫакна теприсем курччӑр. — Драма! — терӗ вӑл ҫиллине шӑнараймасӑр: — нимӗҫ драми пурпӗрех нимӗҫ комедийӗнчен лайӑхрах. Шывсен хӗрринче йывӑҫ евӗрлӗ пысӑк папортниксем ӳсеҫҫӗ, халӗ ҫавӑн пек папоротниксене пирӗн теплицӑсенче кӑна тӗл пулкалаҫҫӗ! (Маjor v. D.) Вӑл ҫавӑнтах карета илчӗ те ун патне кайрӗ — анчах мӗншӗн-ха ку леш Дöнгоф пулмалла, тата мӗншӗн-ха, леш Дöнгоф пулсан та, Розелли ҫемйи ҫинчен мӗн те пулин пӗлтерме пултарнӑ-ха ӑна? Офицерсен умӗнче хӑй ларса килнӗ ҫӑмӑл урапа ҫинчен вӑр-вар сиксе анса, часах вӗсемпе паллашма та ӗлкӗрнӗ. — Ҫывӑрма та вӑхӑтрах выртатпӑр. Юратасса та мӗнле юратать, э? Мӗнле юратать!» — Вунӑ минутран-и? — Ҫапла. Пирӗн вулкан вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хускалса сирпӗтет иккен. Вӑрмантан пӗр ҫӗклем ҫӗрӗк йывӑҫ йӑтса килтӗмӗр, ӑна хытхура ӑшне пытартӑмӑр, унтан канма лартӑмӑр. Вунӑ сехетре тӑвӑл пуҫланасси тата хытӑрах палӑра пуҫларӗ. Эпӗ каллех карттӑна пӑхрӑм. Пиччӗшӗ хӑйӗн костюмӗпе хуткупӑсне яла илсе кайнӑ. Амӑшӗ те хӑйӗн арчине хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ. Ҫавӑнпа кӗтесрен кӗтесе ухтарса ҫӳрекен петлюровецсене нумаях лекмерӗ. Паганель вӑл мӗн каланине куҫарса ӗлкӗриччен унӑн юлташӗсем патагонеца хупӑрласа та илчӗҫ. Анчах, князь тухса кайнӑ-кайманах, ашшӗ хӗр пӳлӗмне кӗрет те ӑна тӳрех ыран туя кӗтсе илмешкӗн хатӗр тӑма хушать. Ним те иккӗленмелли ҫук, вӑл лашасем мустангер хӳшшинчен выляв ҫурчӗ туса хунӑ леш тӑватӑ ҫарҫынни лашисем пулнӑ ӗнтӗ. Левко, эсӗ ҫавна пӗлетӗн пуль; каласа пар-ха!..» Адвокат кӑшт та пулин пулӑшнӑ пулсан, ку йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама та пултарнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл. — Анчах вӑл пире йӗри-таврах ҫавӑрса илсен? Ху юратни ҫинчен каласа пар… анчах, асту, кулӑшларах кала… Иккӗмӗш йышши ҫынсем comme il faut маррисем ҫине тата ахаль ҫынсем ҫине пайланаҫҫӗ. «Подзорная труба» вывески айӗнче Эпӗ ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, сквайр мана Джон Сильвера «Подзорная труба» тавернине леҫсе памалли ҫырӑва тыттарчӗ. Лифчикӗ ӑна сасартӑках тӑвӑрланса кайрӗ, лӗпкисене юн тапса тулчӗ. Хӑш чухне Яков Митя Лонгинов савӑнӑҫлӑ, нимӗнле хуйхӑ-суйхӑ пӗлмен ҫӗршывран килмен, темле кичем, тӗттӗм шӑтӑкран сиксе тухнӑ пек туйӑннӑ, халӗ вӑл хӑй палламан, хӑйӗншӗн ҫӗнӗ ҫынсем патне ҫитнӗ те, тинех ҫавӑнта ҫитнӗшӗн хӗпӗртесе, вӗсем умӗнче ташлать, култарать, вӗсем нумай пулнӑшӑн савӑнать, хӑй темрен тӗлӗнет. Вӑл мана ырӑ кӑмӑлпа кӑнтарса панӑ аллине чуптума эпӗ ҫӗр ҫине выртрӑм; император майри те, унӑн тач тӑван принцӗсем те аллисене ун пекех тӑсса парса чуптутарчӗҫ. Манӑн пырса тӗкӗнмен пӗр кулак кил-ҫурчӗ юлнӑ-ҫке, Семен Лапшинов кил-ҫурчӗ… — Артамонов хӑраса ӳкнӗ тесе ҫынсене култарма-и? «Вӑрланӑ» тени — ытларах, анчах тӗрӗсрех. «Тен, мана Кавказран ҫаврӑнса килме те пӳрмен пуль», — шухӑшларӗ вӑл. Пуху хыҫҫӑн тӑхӑр ҫул вӗренмелли шкулта вӗренекенсен вӑйӗпе концерт пулать» тенӗ. Йӗри-тавра шыв илнӗ ҫатан. Ку ӗнтӗ питӗ ӑнӑҫлӑ япала! — терӗ вӑл темиҫе хутчен те Воропаева, хӑйшӗн тем пулсан та мӗн те пулин лайӑх мар ӗҫ пулса тухасса кӗтнӗ пек, хӑраса та айӑпа кӗнӗ пек кулса. Укҫа ҫинчен сӑмах уҫсан унӑн шуранка хӑлхисем те хӗп-хӗрлӗн хӗрелеҫҫӗ. Унӑн шуранка, анчах ӳкерчӗк ҫинчи пекех вӑйлӑ та темӗнле ӑнлантарма ҫук илемлӗ пит-куҫӗшӗн секретарь калавӗ пурпӗрех пулнӑ. — Пантелей! — чӗнчӗ Егорушка. Хирӗҫ сас памарӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗхсӗр пуҫне чӑх-чӗпсене те пӗрлештермелле турӗҫ. Эпӗ Кораблев ҫине пӑхрӑм. Халӗ ун ҫинчен мар, урӑххи ҫинчен те калаҫма пулать-ҫке. Унӑн шухӑшӗ татӑлчӗ. Вӑл, икӗ петлюровеца ҫул парса, пӑрӑнса юлчӗ. Вӑл калама чарӑнчӗ, хӑйӗн темӗнле уйрӑм йышши сассине кӑларчӗ — ҫакӑн пек вӑл, ахӑртнех, пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗрсен тӑвать пулмалла. — Харкашу тӑвасран хӑрать… — шухӑшланӑ Фома. — Туятӑп, — терӗ Озеров шӑппӑн. Ыттисем ҫапӑҫура вилнӗ. Хутортан тухса кайнӑранпа виҫӗ талӑк иртнӗ тӗле вӑл Шырланпуҫа таврӑнчӗ. Ҫиччӗре пыракан Фома, — пысӑк пуҫлӑ, анлӑ кӑкӑрлӑ ача, хӑйӗн пӗвӗпе те, миндаль тӗслӗ тӗксӗмрех куҫӗсем тинкерӳллӗн пӑхнипе те хӑй ҫулӗнчен аслӑрах пек курӑннӑ. — Манӑн-и? — ассӑн каланӑ Фома. Хӑйне валли тунӑ искусственнӑй урасене курсан, Мересьевӑн чӗри салхуллӑн пӑчӑртанса илчӗ, темле сивӗнсе кайрӗ, анчах та протезсене часрах тӑхӑнса тӗрӗслесе пӑхас, хӑй тӗллӗн утса пӑхас килни ытти пур туйӑмсене те ҫӗнтерчӗ. Тӑван халӑх, э? Хӑвӑртрах кай — мӗн пулнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл. Лена: «Воропаев полковнике епле шыраса тупма пулать», тесе ыйтрӗ, вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлчӗ те, шӑппӑн-шӑппӑн утса, Цимбал килкартине кӗчӗ. Аллисене хӑй пысӑках мар ҫыхӑ тытнӑ. — Акӑ, — терӗ ашшӗ, кантур тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, — акӑ ӗнтӗ кукамӑр та вилчӗ. — Ман шухӑшпа, — ӳсӗркелесе салхуллӑн калаҫнӑ ҫӳлли, — ухмахланни анчах вӑл! — Юрӗ-ҫке, тӑванӑм… Пухура халь пуш-пушӑ; ик подпрапорщик пынӑ пулас та, сӑра ӗҫе-ӗҫе, пирус турта-турта, кашни шар ҫапмассеренех каҫӑхса кайса тупа тӑва-тӑва та ниҫта шӑнӑҫман сӑмахсемпе ятлаҫа-ятлаҫа, пӗчӗк, питӗ япӑх бильярдпа выляҫҫӗ пулӗ; пӳлӗмсенче начаркка кухмистер апачӗн пӑнтӑх шӑрши тӑрать — кичем!.. Давай кунта! Коляскине кӳрши патне хӑварнӑ хӗрарӑм кухня патнех ҫитрӗ. — Ҫитӗ, карчӑкӑм, — тесе чарчӗ ӑна отец Герасим. Оленин ҫаврӑнса пӑхрӗ. Кӑнтӑр Америка ҫыранӗнче хӑш тӗлте арканчӗ-ши «Пилигрим»? Дик Сэнд шутланӑ пек, Нору ҫыранӗ хӗрринче-и? Председатель пысӑк, шурӑ, тулли аллисене иккӗшне те, ывҫисене ҫӳлелле тутарса, сӗтел пуставӗ ҫине хучӗ, вӗсене черетпе пӑха-пӑха илсе, тӳрккес сасӑпа пуҫларӗ: — Ромашов подпоручик, полк командирӗ хушнипе пухӑннӑ офицерсен обществи сучӗн ӗнер сирӗнпелен Николаев поручик хушшинче пулса иртнӗ, офицер обществишӗн тивӗҫсӗр те хурлӑ ӗҫ-пуҫӑн тупсӑмне тишкерсе тухса пӗлмелле. — Ан тив, ҫураҫчӗрех, ҫураҫчӗрех! — терӗ старик, ӑна лере мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулас. Эпӗ службӑна килнине, хам тивӗҫлӗхӗмпе господин капитан патне кӗнине каласа патӑм. Мӗншӗн кая юлса килнине мур пӗлет унта, тен, шӑпчӑксем юрланине итленӗ пулӗ. — Ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрӗр, — уҫҫи ҫухалнӑ, — терӗ Ромаҫ хыттӑн. Унӑн киревсӗр ӗҫне тата кам та пулин пӗлет пуль-ха, терӗ… Пултараканскер! Астрономи наукипе интересленекенсенчен нумайӑшӗ хӑйсен аллипе тунӑ пӗчӗк телескопсене тӳпенелле тӗлленӗ. — Ҫаплах ара, ӑна хам пӳлӗме ҫакнӑ вӑхӑтранпа ӑш вӑркама пуҫланине туйса илтӗм… Вунӑ сехет. Хусан ҫинчен калаҫнӑ чухне вара мантан ыйтатчӗҫ: — Вырӑссем унта нумай-и? Ҫур ҫӗр ҫитсен пӳрт алӑкӗ ерипен чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Йӗкехӳрисем пысӑк йытӑ пекехчӗ, анчах ҫивӗчрехчӗ те хаяртарахчӗ. Вӗсен юратӑвӗ вара ҫав кунах пӗтнӗ. Унӑн пичӗ тӗссӗрленсе кайрӗ. Кӑвак куҫӗсем — пӗр минут ҫеҫ маларах телейлӗн ҫиҫнӗ кӑвак куҫӗсем — чарӑлса, алчӑраса кайрӗҫ; кӑкӑрӗ йывӑррӑн сывла пуҫларӗ, тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ. — Ӑнланӑр, тархаслатӑп сире, — терӗ вӑл сасартӑк Джемма ҫине тинкерсе пӑхса, — эпӗ халӗ каланисем пӗтӗмпех шухӑшласа кӑларнӑ япала, эпӗ хӑш-пӗр чухне шухӑшӑмсене ытлашши ирӗк паратӑп, анчах эпӗ шухӑшласа каланисене чӑн япала вырӑнне шутланине юратмастӑп вара. Пӗр йӗпне хура ҫип тирнӗ, тепӗрне — шурӑ ҫип. — Ҫапла ҫав, — шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ Николай Петрович. — «Сана урӑх нимӗн те кирлӗ мар-и?» Ниҫта та тарман вӑл. Эпӗ хатӗрленсе тӑтӑм… Вунпилӗк йывӑҫ пулни лайӑх мар. Анчах вӑл та пире нумай тытса пурӑнаймарӗ, пӗтӗмпе те пӗр ултӑ ҫул ҫеҫ. Гленарван мӗн пулни ҫинчен лайӑх шухӑшласа пӑхрӗ те, текех тӑхтаса тӑрас пулмасть, мӗнле те пулсан май тупас пулать, тесе шут тытрӗ. Аялта Днепр хӑйӗн сарӑ шывӗпе йӑлтӑртатса выртать. Туррӑн хуть сана та пулин шеллесчӗ… Епле кӑтартӗ Ольӑна хӑйӗн татӑк урисене! Артур пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтресе кайрӗ те хӑйӗн аллине туртса илчӗ. — Халех выртатӑп! Чиркӳ хуҫисем хавасланса кайнӑ та вӗсем те хӑйсен шухӑшне каламасӑр хӑварман. «Тӗнче пӗтесси ҫывхарса килет! Уэлдон миссис, ыйхӑланӑ Джека чӗркуҫҫи ҫине лартса, калаҫу пуҫларӗ. Сасартӑк Мюльреди лаши хӑяккӑн выртрӗ: матрос ӑна ура ҫине тӑратасшӑн пулчӗ, анчах унччен вӑл вилчӗ. Динго хӑйне мӗнле тытни ӑна ним чухлӗ те хумхатмарӗ. Ҫапах та пӗрре ҫак темӑпа пӗчӗк лекци ирттерме ун кӑмӑлӗ ҫаврӑнчӗ-ҫаврӑнчех. — Йытӑсем кӑна ҫапла тавҫӑруллӑ тесе шутламӑпӑр. Музыка йӑлӑхтарса ҫитерсен, хӑях патне шыв ӗҫме килнӗ сарӑ лӗпӗшсене хӑвалама пуҫларӗ, ҫавна май кӳме ҫывӑхне епле майпа тепре килсе тухнине сисеймесӗрех юлчӗ. — Хӑвӑн йӑнӑшусене, йышӑнни аван вӑл, намӑсна пӗтӗмпех ҫухатман пулмалла-ха, анчах ҫакӑнтан ни комсомол ӳсмен сирӗн, ни вутӑ хутшӑнман учителӗн… Корчагинсен пӗчӗк хваттерне пӗтӗм кил-йышӗ пуҫтарӑнса ҫитрӗ. — Ну, ҫуран каятпӑр, — терӗм эпӗ, — ну, кайрӑмӑр, старик! Ку дуэль епле пӗтни обществӑна пӗтӗмпех кӑмӑла кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук вара. Термит йӑвинче хавассӑн «ура!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Пуринчен ытла Геркулесӑн хӑватлӑ сасси аслати пек кӗрлерӗ. Эй, кам унта? эсӗ, хӗрача! Чӑннипех те ҫапла. Унтан час-часах илтӗннӗ ӗнтӗ, сӑмахӗ тӗрӗсе те кӗре пуҫланӑ пулмалла. Ункӑ унӑн пуҫне ҫеҫ ҫӗклентерсе илет. Эпир вӗсене яланах унта усрӑпӑр, оргисене2 те кунтах тӑвӑпӑр. Ҫак шлюпкӑсем те ӗмӗр ӳсӗр пиратсен ухмахла тимсӗрлӗхӗ ҫинчен ҫирӗплетсе пачӗҫ: иккӗшӗ те пылчӑкпа варланса пӗтнӗ, пӗринне саккисене хуҫнӑ. — Намӑсла-с! — тӑсрӗ вӑл, сассине ӳстерсе. — Ҫук, — терӗ вӑл сӳрӗк сасӑпа. — Наследниксем, — терӗ тепӗр хут хурлӑхлӑн тарӑннӑн сывласа Николай Петрович. Мӗншӗн харкашать-ха ҫын?.. Хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗрне ухмах пулса ирттерчӗ. Вӗсем хӑвӑрт вырнаҫса ларчӗҫ: Озеров ещӗк ҫине, Лозневой хӑйӗн йӗнерӗ ҫине ларчӗ. — Мӗн пулчӗ, Сансом? — тесе ыйтрӗ плантатор, юланучӗ ҫывхарса ҫитсен. Эпӗ сирӗнпе, манӑн духовникпа каятӑп пулсан, Джеймс мӗнле хирӗҫ пыма пултартӑр-ха? Юлташӗсем вӗсене темпе те йӑпатасшӑн тытӑнса пӑхаҫҫӗ. Кам пирӗн корпус командирӗ? Кам печӗ-ши кӑна? — тесе шутлатӑн. Сӑлӑпсене тӗртсе шутарчӗҫ. Задачӑсене турӑн-и? Эсир кунта никама та тӗл пулмарӑр-и вара, мисс Пойндекстер? Юнпа вараланса пӗтнӗ пуҫне сӗтел ҫине хурса, кресло ҫинче вилнӗ Литке ларать. Эппин Ҫӗпӗрте вӑл. — Ӗмӗтсӗрлӗх! Анчах вӑл ҫакна ҫеҫ асӑрхарӗ: ывӑлӗн пӑшӑрханӑвӗ ӳссех пырать, вӑл асапланни унӑн пичӗ ҫинче уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах палӑрать. Кӗлетки унӑн тем ҫӳллӗш, хӑй типшӗм те хытанка, кӗрӗс-мерӗс шӑмӑллӑ ӳчӗ калама ҫук вӑйлӑ, лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫӗ вӑрӑм, пичӗсем тем сарлакӑш, ҫамки тӑвӑр, пӗчӗкҫӗ куҫӗ чурӑссӑн йӑлкӑшать, сарлака шӑтӑклӑ сӑмси пысӑк, ҫӑварне мулкачӑ та вырнаҫать пуль (Боримечка какая чӗрӗлле те ҫиет), Геркулесла хулӑн шӑнӑрлӑ ҫӑмламас аллисем арӑслана та тытса ҫурса тӑкмалла. Айӑпланакан ҫыннӑн куҫӗсем каллех Кольхаун ҫине пӑхса илеҫҫӗ, лешӗ хӑраса халӑх хушшине пытанать. «Куратӑн-и, сан умӑнта виҫӗ тӳпем вырӑн. Эпӗ кунӗ-кунӗпе кӗнекесем тытса лартӑм. — Нихӑҫан та, — терӗ ученӑй. Ҫак кӳлӗ урлӑ ҫурҫӗр енчен кӑнтӑр еннелле ишсе каяҫҫӗ те малалла, Мекензи юханшывӗ патне ҫитичченех, кӑнтӑр еннелле каяҫҫӗ. Райкомра ӗнтӗ мана вӑрлӑх фончӗшӗн хӳрене пӗтӗрсе яраҫҫӗ, факт! Андрей тӑруках йӗп-йӗпе пулчӗ. Иртнӗ ӗмӗр варринче пӗтӗм крепость пӗр башньӑллӑ кӑна пулнӑ, ҫав тери ҫирӗп пирки унта ниҫтан та пырса кӗме май пулман. Таҫта инҫе мар, тип варта ахӑр, пӗве е ҫеҫен хирти кӳлӗ пур пулмалла. Ку ӗҫ пирки калаҫса татӑлсан, вӗсем каллех хӑйсен тӑван ялне аса илчӗҫ; Ырӑ аннем! Акӑ эпӗ ҫакна юрататӑп та! «Ну!» терӗ те Тарас тутӑрӗпе сулчӗ. Ҫак кӑвак та тӑранман куҫсем, питҫӑмарти ҫинчи ҫак путӑксем, ҫак ҫӗлен евӗр ҫивӗтсем — чӑнах та ҫаксем пурте ун ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ пек-ши, вӑйӗ ҫук-ши унӑн ҫаксене пурне те хӑй ҫинчен силлесе тӑкма, аяккалла ывӑтса яма! Иккӗшне те вӗсене унран шургвардеецсен пули туртса илсе кайнӑ. — Эпӗ сана юратнине хӑвпа уйрӑличчен те пӗлмен. Веткин, сӗтел ҫинчен сиксе аннӑ май, ҫакса хунӑ лампа пуҫӗпе перӗнчӗ; лешӗ пысӑк, пӗр тикӗс кукӑр-макӑрсемпе вайкӑнса тайкаланма пуҫларӗ те, урнӑ ҫынсен мӗлкисем вара, е улӑп пеклӗн ӳсе-ӳсе, е урай тӗпӗнче ҫухалса, хӑрушшӑн, тискеррӗн пӑтрашӑнса варшӑнчӗҫ, шурӑ стенасемпе мачча тӑрӑх вирхӗнсе ыткӑнма пикенчӗҫ. Зеб Стумп витере пӗчченех юлнӑ. Вилес умӗн темиҫе кун маларах вӑл Мускавран питӗ пӑшӑрхантаракан ҫыру илнӗччӗ… — Ур-ра! — кӑшкӑрчӗ офицер, вара площадьри пӗтӗм халӑх пиншер сасӑсемпе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Ур-рра-а… Ҫапла пулса тухма мӗнле те пулин май кирлехчӗ ҫав. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ӗҫме пуҫланӑ та станицӑран тухмасӑр тӑваттӑмӗш кун ӗҫнӗ. Карчӑк вӑрттӑн сӑмах калам пек турӗ те шӑппӑн кӑна: — Кунтах-ха вӑл, пытаннӑ, паҫӑр ӑна ҫав пӗтме маннӑ тӗрӗксем шырарӗҫ, каҫарсам, пачка! Артамонов Дрёмов патне ҫывхарса пынӑ чух ҫиллӗ те йӗпе сентябрь уйӑхӗ пулнӑ. Шурса кайнӑ Нагульновӑн ванса пӗтнӗ тути хӗррисем ҫине юн хытса ларнӑ, вӑл коридор тӑрӑх чи малта утса пырать. Унӑн сасси те Мэфф Поттерӑнни пекех. Ҫав вӑхӑтрах унӑн шухӑшӗ Кандовран Рада ҫине куҫрӗ… Лайӑх ӗҫ тунине Петр хай те туйрӗ: вӑл хӑйне хӑй канмалли кӗтес парнелерӗ. — Эсир ку йытта пӗлетӗр-им? — ыйтрӗ Халл капитан кокран. — Тӗлӗнмелле чаплӑ кӗнеке пулма тивӗҫ вӑл. Ерошка мучи, пӑшалне кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, пӗр хускалмасӑр тӑрать, унӑн ҫӗлӗкӗ каялла лапчӑнса ларнӑ, куҫӗсем ахаль чухнехи пек мар ялкӑшаҫҫӗ, ҫӑварне карса пӑрахнӑ та ҫаплипех хытса кайнӑ, уҫӑ ҫӑварӗнчен катӑлса пӗтнӗ сарӑ шӑлӗсем илемсӗррӗн курӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫӗлӗкне илме ҫаврӑнса утать, анчах ун патнелле тӑкӑрлӑкпа халӑх васкаса пынине курса, каялла кайма васкать, вара, кӗтмен ҫӗртенех ҫакӑн пек шухӑлӑхне кӑтартнӑ ӑнӑҫсӑр кӗсрине тытса, хутор хыҫне ҫавӑтса тухать. Тухса кай кунтан, хурах!» Япӑх пулсан та, эпир пулӑшусӑрах, хамӑр вӑйпах ҫулса тирпейлӗпӗр. — Апла пулсан, аяла ан та ман хыҫҫӑн ут. Кашнинчех пӗр сӑмах илтме пулать: «Чӑтса ирттерӗпӗр: пирӗн революци». Икӗ енчен те йӗрлекен хушша, шӑши таппине кӗрсе ларнӑ пек, хӗсӗннӗ матрос, ӗҫсӗр лармалла пулнипе усӑ курса, хӑйсен ҫӗршывне пӑвса тӑракан петлюровецсене вӑл ҫав тери хаяр ҫилӗпе курайманнине хӑйне тинкерсе итлекен Павела йӑлтах каласа пачӗ. Воропаев енчен нимӗнле хирӗҫлӳ те пулма пултарас ҫук пек, вӑл, васкаса, унӑн шинельне вешалка ҫинчен илме тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах хӑй: — ҫул питӗ япӑх, пӗтӗмпех пӑрланса ларнӑ!.. Ҫапах та ҫав фантазиллӗ суд ман куҫӑм умне тухса тӑчӗ-тӑчех. Офицерсем васкасах хӑйсен взвочӗсем тӑрӑх саланчӗҫ. Хӗвел анас патне ҫитрӗ, вӑрман тӗттӗмленчӗ, ҫӑра курӑк ӑшӗнче сукмака уйӑрса илме те йывӑрланчӗ. Сильвер та, вӗҫен кайӑксем те, Подзорная Труба тӳписем те пурте ҫавӑрӑнаҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, чӳхенеҫҫӗ. Хӑлхасем темӗн тӗрлӗ чансем янтранипе тата инҫетри темӗнле сасӑсемпе тулчӗҫ. — Ун пирки эпӗ мӗн чухлӗ ыйтман пулӗ Яков Лукичран, анчах вӑл килӗшмерӗ. «О, савнӑскерӗм! — шухӑшларӗ кӑмӑлӗ хускалнӑ Ромашов. Мӗн памалла?» — тесе ыйтас пулсан, нимӗн те кирлӗ мар мана! Карчӑк ун ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ. Ыран судра ӗҫе пӑхса тухмалла тунӑ. — Эпӗ йӗркеллӗ пулма чӗнетӗп! — тесе кӑшкӑрать судья, сигара кӑларса. — Итлесемӗр, эсир мана пирӗнле хуравлӑр, — терӗ Ихошка, — сирӗнле эпӗ ӑнланмастӑп. — Ну, ку ҫын каллех колхозра пулать! — терӗ Разметнов, Давыдова хулпуҫҫинчен ярса тытса, Молчун ҫинелле кӑтартса. Ҫапла-и? Ҫавӑн пек вӑйӑсене курмасӑр халӑх пурнӑҫне пӗлме ҫук пек туйӑнать мана. Ӗҫе те ман пек тытӑнас ҫук: мана тӳрех кӳлсе ячӗҫ те — туртса кайрӑм эпӗ! — «Ну, апла-тӑк — ку аван», тет те тухтӑр, каялла вӗҫтере парать. — Кил-ха кунта, Маша, — эсӗ ҫак мусьена ҫапла каласа пар: юрӗ, эпӗ ӑна илетӗп, анчах вӑл пирӗн хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме шутланӑ ан пултӑр, Атту эпӗ ӑна, йытӑ ҫурине… куҫарса пар-ха, Маша, эсе ӑна ҫак сӑмахсене… — тенӗ. Тен, каларӑм та-и, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах тӑна кӗчӗ. Мӗнле апла вӑл унпа ҫӗрле калаҫма пултартӑр? Анчах ӑна тыткӑна ярса илнӗ ҫын урӑхла шутлать. Хутора вӑл вӑрлӑхлӑх тырра хӗрсе валеҫнӗ вӑхӑтра пырса кӗчӗ. — Срукра хыпса ярас ҫук! — Кӑна та сахал мар илтнӗ сиртен, анчах дуэле пурӗпӗр чӗнес ҫук, кайӑрах ҫӑва патне! Кӑвакрах тӗспе йӑлтӑртатакан кӗрт айӗнчен кӑшт ҫеҫ курӑнса, хускалмасӑр выртакан этем умӗнче упа питӗ шӑппӑн, тискер кайӑксем ҫеҫ пултарнӑ пек, шӑппӑн ларнӑ. Йӑтса килнӗ хаклӑ япалана, Казондере сутма хатӗрленӗ слон шӑммине, сутуҫӑсене панӑ хыҫҫӑн япала йӑтса килнисем площадьре канма вырнаҫрӗҫ. Ҫак сӑмаха каламарӑм. Унтан сылтӑм енче мамӑкран явнӑ кӑвак вӗренсем вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ. Эпир сӑрт кукри патне чупса ҫитнӗ тӗле вӑл, пиртен вӑтӑр ярд хушши кая юлчӗ тата вуҫех халран кайрӗ. «Мӗнле паллашмалла-ши вӗсемпе?» — ирхине вӑраннӑ-вӑранман шухӑшларӑм эпӗ. 1863 ҫулта, нумай юнлӑ тытӑҫусем пулнӑ хыҫҫӑн, маориецсем темӗн пысӑкӑш ҫӗр талккӑшне тытса тӑракан Вайкато сӑрт лапамӗнче ҫирӗпленсе ларнӑ. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те кӑштах шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн:— Илсе килтӗм… — терӗ. — Ку каллех Дэрк, — терӗ пӗри, — илтетӗр-и: вӑл икӗ хутчен шӑхӑрать. «Эпир калӑпӑр-ха» тени Дубавӑпа унпа пӗр шухӑшлисем — троцкистсем тата шӑлӑрах кӗрсе пынине пӗлтереҫҫӗ. Ухмах, ухмах! Пролетариат енчен ҫавӑн пек наказани илме тивӗҫлӗ-и вӑл? Тепри, санӑн вырӑнта пулсан, юлташӗсем ҫине ярӗччӗ, эсӗ ав — хам, тетӗн… Макар… Ӑҫта хӳтерсе янӑ эсир ӑна? Пӗр сехетрен Дания столици инҫетри хумсем хыҫне путса юлнӑ пек курӑнчӗ те «Валкирия» Эльсингер ҫыранӗ хӗрри тӑрӑх ишсе пычӗ. — Мӗн, Арина Тимофеевна, ҫаплах чирлетӗн-и? Ун ҫине тӑрлавсӑр чӑмӑрпа кукиш ӳкерсе хунӑ, ун айне намӑс сӑмах ҫырнӑ. Ку мана — кӳрентермест. Калаҫар-ха. Тӑсланкӑ, ҫӑмламас темӗнле чӗр чун картлашкасем патнех йӑпшӑнса ҫывхарчӗ те Гусев ҫине фосфорлӑ куҫӗсемпе пӑхать. — Ромочка… — Ох, савнӑ ҫыннӑмсем! — ахлатса илнӗ хӗрарӑмсенчен пӗри. Эсир ман хуҫа ҫинчен, мистер Джеральд ҫинчен ыйтатӑр пулӗ, тен? Акӑ сирӗн, сӑмахран илсен, пачах урӑхла ӗҫ! Ача пурнӑҫӗ, анаталла кусакан кӑлтӑрмач пекех, малалла чупнӑ. Анчах ку шухӑшӗ унӑн ӑнӑҫсӑр иккенне ҫийӗнчех ӑнланчӗ. Ау… Зайцев та Цимбал патне ӗҫлеме куҫать. Левицкий вара — Широкогоров патне. Тепӗр кунне Квейс комендант тухса ҫӳрени курӑнмарӗ, Ерофей Кузьмича та чӗнтермерӗ вӑл: вырӑссен килте юхтарнӑ шнапсене ӗҫнӗ хыҫҫӑн чирленӗ-мӗн. Хама татах та ҫакланасса кӗтсех тӑраттӑм эпӗ. Йӑнӑшмарӑм та иккен. Вӗсен пит начар пӳрчӗсем плантаторӑн улпутла ҫурчӗ ҫумӗнче ытла та илемсӗр туйӑнаҫҫӗ. — Юрататӑп сире, юрататӑп. Июль уйӑхӗнчи тӳлек уяр кун пулчӗ. Аманнисемпе чирлисене хресчен ураписем ҫине вырттарнӑ, Прасковья Михеевна вара, хӑйӗн обозӗ канма тухнӑ вӑрман еннелле пушипе кӑтартса, ҫирӗп сӑмах панӑ: — Упраса хӑварӑпӑр! Ун чух эпир Великая шывӗ хӗрринче тӑраттӑмӑр-ха. Ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулсан, эсир мана персе вӗлерме хушатӑр! Хӑйне хирӗҫ хытӑ каласа хунӑ пулин те, Фелим ҫапах та йӑл! кулкаласа ҫеҫ хӳшше каялла кӗчӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха. Вӑл шӑтӑка кӗрсе кайнӑ та унтан часах ту арӑсланӗн пӗчӗк ҫурине йӑтса тухнӑ. — Аван кунта, — малалла каларӗ вӑл ӗмӗтлӗн. Пурте нимӗн ҫинчен те пӗлмесер, интересленсе пӗр-пӗрин ҫинелле пӑхкаласа илчӗҫ, Гека куҫран ыйтса пӑхрӗҫ, анчах вӑл вилнӗ пекех, нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ. Станицӑна пыратӑн та — эпӗ вырӑс! — тетӗн. Ҫавӑнтах сана пӑхаҫҫӗ, хыпашлаҫҫӗ, куҫласа илеҫҫӗ те — ил виҫӗ тенкӗ! Хохол ӑна хирӗҫ чӑнласах калать: — Ҫавӑн пекех сирӗнтен пӗтӗм начальсто тарса пӗтет акӑ. Мина пичче те, ватӑ учитель, кӗркелесе тухатчӗ. Кашкӑр вӑйсӑррӑн кӗрешме тытӑнчӗ, анчах ҫав хушӑра, ҫын алли кашкӑр янахне ерипен кӑна хӗстерсе пынӑ хушӑра, ҫыннӑн хӑрах аллине пулӑшма тепӗр алли ерипен ҫӗкленчӗ. — Мӗншӗн тесен эсӗ ҫав таҫти йыт амипе ҫыхланса кайнӑ хыҫҫӑн начартарах ӗҫлеме пуҫларӑн. — Эсӗ аташатӑн! — кӑшкӑрса ячӗ Симурден. Ҫав темӗн анлӑш пушхирсем ҫине пырса кӗмешкӗн йывӑр, вӗсем ҫинче сахал мар ученӑйсем ҫухалнӑ. Чӳречесем витӗр сӑрт-тусем курӑнаҫҫӗ, мӗншӗн эпир ҫак ҫуртрах, юрлӑ чӑнкӑ ҫырансем хушшипе йывӑр шыв кӳленчӗкӗсем курӑннӑ ҫӗрте тӗл пултӑмӑр? Нимрен ытла ҫав тренировкӑсене пула, Алексей самолёт ҫинче хӑйне хӑй вӗри те хӑвӑрт чупакан лаша ҫине утланнӑ хавшак, вӑйсӑр юланутҫӑ пек туйма пӑрахнӑ. Вӑл пӗр самантлӑха ҫеҫ манӑҫа кайнӑччӗ, тахӑшӗн ҫӑмӑл утти ӑна вӑратса ячӗ. Вӑл крыльца ҫинчен сиксе анчӗ те хӗрсем хыҫӗнчен чупса кайрӗ. Эпӗ пурне те тӑвӑп. Аслӑ сӑмах каланчӗ! — Илсе кай мана ун патне, — терӗ самозванец, ура ҫине тӑрса. Эпир сывламасӑр тенӗ пек ларатпӑр. — Ҫук-и? Пуҫӗ унӑн алшӑллирен тунӑ чалмапа чӗркенӗ пекчӗ; саралса, начарланса кайнӑскер, вӑл кӳпчесе ларнӑ куҫӗсене ҫиленчӗклӗн мӑльт-мӑльт тутарса пӑхатчӗ, эпӗ пӑртманета пушах тупнине ӗненместчӗ. — Усал ӗҫсем, тӑванӑм… — Ав мӗнле юрлатӑн эс, э? — тӗлӗнсе кайса каланӑ Фома, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине ҫуйхавлӑн куҫкаласа тӑрса. Ав унтан, ав, килеҫҫӗ! Давыдов, ҫакна асӑрхаса, юлхавлӑн йӑл кулчӗ, ыйӑхсӑр ирттернӗ ҫӗрпе чылай пӑшӑрханни пусарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа ӑна тӳсме ҫук ыйӑх пусрӗ. — Мӗншӗн? — Кам сире мана хушма ирӗк пачӗ? Ӑнлантӑн-и?! Пурте ӗҫ валли пурӑнаҫҫӗ. Ӗҫ хыҫӗнче ҫынсем курӑнмаҫҫӗ, тетчӗ вӑл. Ҫак икӗ еху часах ӗрчеме пуҫланӑ, вӗсен йӑхӗ ҫав териех йышланса кайса пӗтӗм ҫӗршыва хупласа илсе, вараласа пӗтернӗ. — Куна кам калать? — ыйтрӗ Оленин. Унта, ылтӑн тӗслӗ хӑйӑрпа витӗннӗ сӑмсахра, турпаспа ҫункав сарӑлса выртать, хӗрлӗ кирпӗч куписем курӑнаҫҫӗ, таптаса пӗтернӗ ҫӳҫе тӗмӗсем хушшинчен какай тӗслӗ вӑрӑм фабрика тӑсӑлса тухать, аякран вӑл хупӑсӑр тупӑк пекех туйӑнать. Марья Корсунова, полиципе ытти ҫынсемпе пурӑннӑ пекех туслӑ пурӑнаканскер, пупленӗ чух, хӑйӗн сӑмахӗсенче полици шухӑшне палӑртса, ҫапла каларӗ: — Кунта айӑплине туятӑн-и? Телейлӗ пулӑр! Пӑхӑр-ха эсир — сирӗн хӑвӑрӑн влаҫшӑн идея енӗпе кӗрешме пултаракан та ҫук, эсир хӑвӑра историллӗ тӗрӗслӗх хӗссе пынинчен хӳтӗлеме пултаракан аргументсене те тӑкакласа пӗтернӗ, эсир идейӑсем тӗлӗшӗнчен ҫӗнӗрен нимӗн те тума пултараймастӑр, эсир ӑс-кӑмӑл енчен илсен — хӗсӗр. Эпӗ, тӗрме ҫынни пек номерлӗскер, шухӑша кайса лартӑм. Пӗчӗкҫеҫ уезд хули; ним ӗҫ ҫук, хӑвӑн ҫинчен шухӑшланисӗр пуҫне ним шухӑшламалли ҫук. Малтан ҫын сасси, тӗрӗсрех каласан, ҫын хыттӑн ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, кун пек сасӑ Фелим О'Нил карланкинчен ҫеҫ тухма пултарнӑ. — Эпӗ сире ӗлӗк те тӗл пулнӑ-и? — Мана та часах унта илсе каяҫҫӗ, — шухӑша кайса каласа пӗлтерчӗ вӑл. Ҫавӑнпа та Лиденброка гимназисенче тата ученӑйсен обществисенче лайӑх пӗлнӗ, ӑна тивӗҫлипе хисепленӗ. Чуна ыраттаракан шухӑшсем витӗр, тӗтӗм йӗрӗ пек, тата темле урӑх, ют шухӑшсем тухса пычӗҫ, вӗсене ҫумӑр шывӗ пӑшӑлтатса каланӑ пек пулчӗ, вӗсем Петра хӑйне тӳрре кӑларма кансӗрлерӗҫ. Господинпа майра тухса кайсан, вакуна ҫӗнӗрен темиҫе ҫын килсе кӗчӗҫ, вӗсен шутӗнче сухалне хыртарнӑ, пӗркеленчӗк питлӗ пысӑк старик, ахӑртнех, купца пулас, курӑнчӗ. Кунсем иртнӗ, анчах кученеҫе кам панине пӗлеймен. Чарӑнӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл вичкӗн, асаплӑ сасӑпа. Джули хута упӑшки аллинчен туртса илсе, хӑвӑрт вуласа тухрӗ, унтан лайӑх ҫемьере ӳссе ҫитӗннӗ хӗрарӑм хаярланса ҫитсен тапӑннӑ евӗр Артур ҫине тапӑнчӗ. — Ҫук, ҫук!.. — Ҫулма кай. Анчах мӗншӗн тӑраймасть-ха вӑл? — Шантарсах калатӑп, фрейлейн Джемма… Чи пахи акӑ мӗн: пирӗн промышленноҫ сферинчен капитализма пӗтӗмпех хӑваласа кӑларнӑ, пирӗн промышленноҫра халӗ производствӑн социализмлӑ форми пӗр пӗчченех пуҫ пулса тӑракан система пулса тӑчӗ. Выртакансем хирӗҫленине хисепе илмеҫҫӗ! Кашни ҫекундра тенӗ пек йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫсе ярать те миля таран шап-шурӑ кӑтра хумсем курӑнаҫҫӗ, утравсем, — ҫумӑр чаршавӗ витӗр пӑхсан, — тусан купи тейӗн, йывӑҫсем ҫӗре ҫити авӑнаҫҫӗ; унтан аслати шартлатса авӑтса ярать те, аяккалла кӗмсӗртетсе кайса, майӗпен шӑпланать; самант та иртмест, каллех ҫиҫӗм ялкӑшать те, кӗмсӗр-кӗмсӗр! аҫа ҫапать. — Мана-и? Тӗтре таврашӗ те пулмарӗ. Юрӗ ҫитет. Брунона ҫунтарма ертсе пынӑ чух ун хыҫҫӑн епископсемпе священниксем, чиновниксемпе дворянсем пынӑ, пурте вӗсем чаплӑ тумланнӑ пулнӑ. — Пуриншӗн те эс айӑплӑ!» Ҫавах-ши вӑл, чӑнах?.. Лӑпкӑн ҫывӑрать, совеҫӗ таса. «Урӑх мӗн кӗтес ӗнтӗ ман? — хӑй тӗллӗн калаҫса илчӗ тимӗрҫӗ. — Икӗ ҫунатлӑ шӑна, йӑмӑкӑм, мӗнлерех чаплӑскер тата!.. Хысна службинче пулчӗ — службӑна пӑрахрӗ: унта ҫул памарӗҫ, тет… Ну, ан тив, Бесиев пултӑрах, — килӗшрӗ Ромашов. Ҫапах та капитан Смоллетт хӑйӗн распоряженийӗсене улӑштармарӗ. Кӑмӑлсӑрланнӑ Женя, чечеклӗ косынкине хыҫалалла шутарса, щетка аври ҫине тӗреннӗ те Ольга умӗнче тӑрать. Лешӗ ӑна: — Япаласене хамах илсе кайӑп, эсӗ вара хваттере тирпейлӗн, — терӗ. Ниҫта аташса каймасӑр ҫавӑнта лекме пултаратпӑр пулсан, пыратӑпах. Вилӗм мар, пӗчченлӗх хӑрушӑ. Турӑ манӑн чунӑма ҫӑласси пирки шанчӑк — пӗр чӗптӗм те ҫук. Эпӗ чӗрӗллех — тамӑкра. Мӗншӗн тесен тамӑк — шӑпах та манӑн пӗр чӗптӗм шанӑҫсӑр пӗчченлӗхӗм, — ӗмӗрхи сӗм тӗттӗмлӗхре сарӑлса выртаканскер. Йышӑнатӑп, вӗсен шанӑҫне пурнӑҫлаймӑп тесе питӗ хӑранӑччӗ. Вӑл кравать ҫинчен сиксе анчӗ те, шкап патне пырса ҫутӑ ҫутрӗ, чӳрече янахӗ ҫинче телеграммӑсем выртнине курчӗ. Лайӑх ҫырнӑ вӗт? Вӑл Риварес! — терӗ. Мӗн тумалла, путсӗр ӳт-пӗве расхода ямалла мар-ши? Ку — 7-мӗш стрелковӑй дивизин малти «секречӗ». Кунта театрта та пултӑм эпӗ — Ленинградри оперӑпа балет театрӗ М-ов хулине куҫса килнӗ. Пачах хуралса кайнӑ пӳртсем, чӳречерен тухса тӑракан йышлӑ шалчасем тӗксем урама пушшех илемсӗрлетеҫҫӗ. Кам кирлӗ? Тахҫанах йӑлӑхтарнӑ ун пек пурнӑҫ. Паллах ӗнтӗ, вӑл тӑвӑртарах та, ҫапах та унта икӗ гамак вырнаҫрӗҫ. Ҫакӑн пек вырнаҫтарнипе штурман та кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Чашӑкӗ шӑп та шай Пацюк ҫӑварӗ тӗлӗнче. Унтан ҫурӑмӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан пӑшалне хӑвӑрт ярса илчӗ те хулпуҫҫи ҫумне ҫӗклесе тытрӗ. — Ун ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ-тӗк, эсӗ, Сидорович, шӳтпе ан аппалан, мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пар. — Мӗн-ха вара, ун вырӑнне прогресс килет пулсан, нимӗн те мар, — тӗртсе хучӗ майор. Корма ҫине вӑрӑм авӑрлӑ сарлака кӗреҫе лартрӗҫ. Ҫил сулӑна хытӑ хӑваласа кайсан, ку кӗреҫене аванах руль вырӑнне тытса пыма пулать. Чаплӑ япала! Кӗтесре тата салху октависӗ мӗкӗретчӗ: — Эсир, хуртсем, эсир, кӑмӑска таврашӗсем, ҫак сӑнсӑр ангел юрланине мӗнле ӑнланма пултаратӑр? — тетчӗ. Хӑйне кӗсменсемпе шӑппӑнрах ишме хушнӑранпа Гаврила каллех, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, темскер пуласса кӗтме пуҫларӗ. Унӑн ятне асӑнман, анчах пурпӗрех вӑл — вӑлах! Эпӗ кун пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. Салтаксем, ним шарламасӑр, икӗ еннелле пӑхкаласа, бомбӑсем алтса пӗтернӗ ҫара сӑрт ҫийӗпе утса иртрӗҫ. Паровоз ҫине вутӑ тиесе пӗтерсенех, эсӗ пырса лар. — Каи-Куму калать… Ҫав шухӑш маншӑн хӳтлӗх пулчӗ, мана ӑсран тухассипе иккӗмӗш вилӗм хӑратса тӑнӑ чухне вара эпӗ унпа хамӑн чӗреме хӳтӗлерӗм. — Мӗншӗн халиччен каламарӑн эсӗ? Пире пурсӑмӑра та выҫӑ хӑвараҫҫӗ. Ватӑлӑхра хӑйсене валли ӑшӑ кӗтес тупса — килӗ-ҫурчӗ хӑйсен мар пулин те, вӑхӑтлӑха кунта вӗсем хӑйсем хуҫа ӗнтӗ, — икӗ ватӑ лӑпкӑ та сӑпайлӑ пурнӑҫпа киленсе пурӑннӑ, ӗлӗк «ютра» чухне тӳсме тӳр килнӗ нушапа йывӑрлӑхсемшӗн халӗ ҫак тӳлек шӑплӑх килчӗ пуль тенӗ вӗсем. «Ахаль ҫес кӑшкӑртӑм», — тенӗ вӑл ӑна. Сенкер куҫлӑ арҫын крыльца патне пычӗ те тарӑннӑн сывласа илсе:— Ак епле ӗҫсем пирӗн патра… — терӗ. Анна Васильевна хӑйӗн ыратакан шӑлӗсене эмеллерӗ; Эпир пастор ҫуртӗнчен тухрӑмӑр та, профессор базальт стени шӑтӑкӗ витӗр тухса тинӗсрен тепӗр еннелле пыракан ҫулпа кайма шутларӗ. Тӗкӗрлӗ стенара — тӗлӗнтермӗш ӳкерчӗк: тӗп тӳремре — марсиансен пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатакан, шухӑшлӑ сӑнӗсем. Командир, конверта чӗркуҫҫи ҫине майласа хучӗ те, алӑ пусма тытӑнчӗ. — Мӗн вӑл сирӗн, сӗлӗхсем-и? — ыйтрӗ Павел Петрович. — Анчах унпа никам та интересленмен пулас-ха. Хӑйӗн ҫухатӑвӗ ҫинчен вӑл Леденева каласа пачӗ. Арҫынсем кӗписене ирӗклӗх булавкипе, шурӑ, кӑвак тата хӗрлӗ чулсемпе эрешлесе пӗтернӗскерпе, тӳмелесе ҫӳреҫҫӗ. Манӑн Трезорпа ҫак камер-юнкера танлаштарсан, мӗнле уйрӑмлӑх вӗсен хушшинче! — Англипе нимӗҫсен карттисем ҫинче ӑна «Мария-Терезия» теҫҫӗ, анчах французла карттӑсем ҫинче ӑна Табор утравӗ тенӗ. Ӗшеннӗччӗ пулин те, ҫывӑрса каяймарӗ ҫак ир Соломон. Сулахай енчи сӑмса шӑтӑкӗнчен юн юхать. Сире шанакансем — вӗсем хӑйсем шухӑшланӑ пекех вӑйлӑ мар. «Н-н-ну, тӑхта-ха, шуйттан шапи, — сиввӗн урсах тарӑхса шухӑшларӗ Давыдов, лешӗ ҫапнинчен пӑрӑнма ӗлкӗрсе, — Любишкин курӑнса кайсанах эпӗ сана тӑрӑнтармаллипех тӑрӑнтарӑп акӑ, пӑра пекех пӗтӗрӗнсе ӳкӗн!» — Пушӑ вӑхӑт пулсан, мӗнле те пулса килсе куратӑпах, факт! — шантарса каларӗ Давыдов, вара ҫавӑнтах, малтан калаҫнипе пачах ҫыхӑнман ыйту пачӗ. Начальство ыйтать пулсан, пружина пекех, хӑвӑрттӑн сиксе тӑмалла. Эпӗ пӗлместӗп, мӗнтен хӑрамалла-ха? Ӗнтӗ кирек мӗнле кӑна пултӑр та, Бяла Черква хатӗрех тӑмалла. Старик килти тӑларан ҫӗлетнӗ сарӑ аҫамӗ ҫийӗнчен пилӗкне кантрапа туртса ҫыхнӑ, пуҫне нимӗҫ офицерӗн ҫӳле кӑшӑллӑ картусне тӑхӑннӑ. — Ыйту? Мӗнле ыйту? Унтан хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те сада кайрӗ. Вӑл ҫав тери шуралса кайрӗ; чаршав патне пырса, ӑна уҫса пӑхрӗ, аллине сулса илчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ. Халӗ Кольхаун сӑнӗ-питӗнче ним тума пӗлмесӗр тӑни анчах мар, тарӑхни те тата вӑтанни те палӑрса кайрӗ. — Эпӗ, ҫынсен ырлӑхӗпе наркӑмӑш хыпнӑскер, ҫын пулма тӑрӑшакан кашни чухӑн этемӗн шалкӑмлӑ йӑлипе пӗтрӗм, вӑл йӑла — нумая кӗтсе, сахалпа ҫураҫасси… Океанӑн ҫак пайӗ пуш-пушӑ. — Тепӗр чух ҫапла кама та пулин аса илетӗн те, куҫҫуль тапса тухать, мӗнех-ха пулнӑ манӑн вӑл ҫынпа? — Лантенак! — илтрӗ те вӑл хӑй патӗнчех кӑшкӑрнине, аялта, тӗмсем хушшинче, хӑй урисем патӗнчех хаяр сӑн-питлӗ ҫынсем курӑнса кайрӗҫ. Иван Боримечка пӗрех май Стайка Чонинӑна тӗккелесе илет, хӑй унран куҫ та сиктермест. Тепӗр пилӗк минутран виҫҫӗмӗш лине те сыпмалла пулчӗ, вӑл та шывалла анма тытӑнчӗ. Эсӗ шӑп та шай тимрепе пӗрех: пырса ҫулӑхатӑн та — хӑпма ҫук санран! Мӗн ҫинчен калаҫатӑн та мӗн калаҫрӑн?.. Хӑй пачах кӑмӑлламаннине унӑн пуҫне самаях нумай ҫапса кӗртнӗ ӗнтӗ, — ҫитӗ! Поттерпа Джо индеец наҫилккапа кантра тата икӗ кӗреҫе йӑтнӑ. — Акӑ мӗнле, — тесе ячӗ вӑл: — эсир акӑ, ӗнер кӑна пулас, вӑл Катерина Сергеевнӑна тӑван тӑвана юратнӑ пек юратать тесе шутлаттӑр. Ачасем ҫинӗ хыҫҫӑн каллех шыв хӗрне пырса ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. Одинцова чӗнмерӗ. — Ларӑр, Василий Васильевич, калаҫӑпӑр пӑртак, — сӗнчӗ Комиссар. Кӗтесри шӑтӑкран пӗр йӗкехӳри пуҫне йӑкӑлт-йӑкӑлт кӑларса пӑхать. — Ҫавӑнтан вара курман та эпӗ ӑна. Мӗн пулнӑ-ши Радӑна? — Апла сирӗн ырӑ кӑмӑл, Паганель, — тесе пуҫларӗ Элен, — кунти пурне те тума пултаракан ҫӗр ҫинче… Анчах Елена Николаевна! Сана пула ман ума кам-кам кӑна килсе пуҫҫапмарӗ пулӗ: мӗнпур шляхсенчен чи лайӑх дворянсем, пуянран та пуян пансем, графсем тата ют ҫӗршыв баронӗсем, чи маттур рыцарьсем килсе пуҫҫапрӗҫ. Тӑвӑр сукмакпа иртсен, эпир пылчӑка пула хуп-хура курӑнакан, лаша ури ҫӑрса та урапа кустӑрми каскаласа-ватса пӗтернӗ вӑрман ҫулӗ ҫине тухрӑмӑр, ун лакӑмӗсене чап-туллиех шыв тулса ларнӑ, вӗсенче каҫ шуҫӑмӗн пушарӗ хӗмленет. Часах вӑл тӑнне ҫухатрӗ. Халӗ тусӑм, ҫитӗ сана ҫисе тӑма. Пурӑнмастӑп тек кун пек — сӑмахӗ те ҫав анчах!» — тенӗ. Анчах тӗттӗм-ҫке, — тет Ромашка. Эпӗ, алӑк хӑлӑпӗнчен тытса, темиҫе хут хуллен тӗртрӗм. Вара тахӑшӗ:«Ҫитет, урӑх ан тӗрт, — терӗ. — Халӗ ӗнтӗ пуҫна алӑка чик». Хӑш-пӗр самантсенче вара вӑл ӑна путарса лартас вӗҫнех ҫитсен, ҫын манӑҫ хумӗсем ҫинче вӑйсӑррӑн тапаҫланса илет те, унтан вара сасартӑк хӑйӗнче пур пек юлашки халне пухать, каллех мӗнпур вӑйне хурса кӗрешме тытӑнать. Куҫӗсем ҫав-ҫавах ҫилӗллӗ, хӗрӳ хӗмпеле ҫиҫрӗҫ пулин те, куҫҫуль тавраш текех пулмарӗ. — Намӑс? Гукер мисс каларӗ, унӑн куккӑшӗ Хорнбэк… — Ҫавӑнпа мана яланах ака мӗн пулать… — тӑсрӗ малалла Нехлюдов. Ҫак тӗлӗнмелле, хӑрушӑ кӗлетке ерипен, васкамасӑр уттарса пынӑ. — Калама ҫук пуян! Ун ашшӗ миллионер пулнӑ — пӗтӗмпех ӑна хӑварнӑ. — Тӗрӗс калатӑн, Джо. — Авӑрла! — команда пачӗ Озеров. Ӑшӑ. Давыдов ҫакна вӑйпах тӗртсе талкӑштарчӗ. Ҫул хӗррипе мӑкӑньсем йӑмӑхса хӗрелсе лараҫҫӗ. Мӗнле-ши Геркулес? Апла пулин те, парӑс лартасси ҫинчен шутлама иртерех-ха — Дик Сэнд ҫакна ӑнланать. Калаҫса пӗр ҫӗр утӑм кайсан, старик каллех чарӑнчӗ те ҫула урлӑ выртакан ҫинҫе патак татӑкӗ ҫине кӑтартрӗ. — Паллах, суяҫҫӗ, — терӗ Мирон те арӑмне, те Якова. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл, хӑйпе пӗрле пӗрине илсе, вӗсенчен уйӑрӑлса кайнӑ. — Намӑс сире-с, Слива капитан-с, — майӗпен лӑпланса пынӑ май, мӑкӑртатрӗ Шульгович. — Ну? Ҫак план пулса ҫитнипе-ҫитменнине тата ҫав усал шухӑшсем мӗнле иккенне ҫак ӗҫе хутшӑннӑ ҫынсем хӑйсем ҫеҫ пӗлнӗ. Икӗ турат хушшине чавса тухса ҫӳреме тунӑ шӑтӑкран пӑртак ҫутӑ кӗрет. — Мӗ-ӗс-ке-ер? — тӑсса каланӑ Игнат, куҫхаршисене сиктерсе. Вӑл каллех шухӑшлама, аса илме пултаракан ҫын пулса тӑчӗ, вӑл каллех «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗпе» ӳпӗнтернӗ кимӗ айне пытарса хӑварнӑ япаласем ҫинчен шухӑшла пуҫларӗ. Сана каймакне те, виноградне те, пурне те йӑтса тултарать, — хушса хучӗ Ерошка. — Тата пӗр вӑл кӑна та пулман. Йӗкӗт хӑрани ӑна хӗпӗртеттерчӗ: ҫапла вӑл Гаврилӑн сехри хӑпнипе те тата хӑй, Челкаш, епле усал ҫын иккенне кӑтартса панипе те чунӗпе киленсе илчӗ. Вара вӑл чи малтан пӳлӗмрен тухрӗ. Вӗлернӗ ҫын ҫумӗнче юнланса пӗтнӗ ҫӗҫӗ тупнӑ, ҫӗҫҫи Мефф Поттерӑн пулнӑ, ӑна тахӑшӗ палласа илнӗ, тет. Сыв пул, Егор! Ҫук! — Яраҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне Ҫӗр чӑмӑрӗ пулса ҫӗр ҫул иртсен, ӑшӑпа тата нӳрлӗхпе йывӑҫ-курӑксем анчах ӳссе ашкӑрса ларнӑ вӑхӑтра, ҫӗр пичӗ мӗнле курӑнса тӑнӑ-ши!? Защитникӗ каллех: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — терӗ. — Халь ӗнтӗ сирӗн пур япаларан та тикӗт шӑрши кӗрекен пулать… Эх, турӑ, турӑ! Эпӗ кимме тӳрех ҫыран еннелле тытрӑм. — Ну, ну, кайӑпӑр-и эппин, кайӑпӑр-и, — урайӗнчен йывӑрпа ҫӗкленсе, ӑшлаттарчӗ вӑл. Ҫапларах ак, философ господин. Пӗрре кайма шутлать, тепре кунтах юласшӑн. Тахӑшӗ, ҫапӑҫура хӗрсе кайса, ют чӗлхепе кӑшкӑрчӗ, тахӑшӗ, ача пек ахлатса, «анне» тесе хучӗ, тахӑшӗ — гашеткӑсем ҫине пусса пулас — хыттӑн: «На сана, на, на, на!» — терӗ. Вӑл кашни минутра тенӗ пек ӗҫме ыйтнӑ, Дуня ӑна кружкӑпа хӑй туса хатӗрлене лимонад парса тӑнӑ. Ӑна кӑтартса параканни йывӑҫ патне манса хӑварнӑ ҫуркаланса пӗтнӗ кивӗ фуфайка пулчӗ. Шхуна ҫине юлнисем валли ӗҫме-ҫимелли ҫителӗклӗ, ҫитес ҫулхи октябрь-наоябрь уйӑхӗччен вӗсем тутӑ пурӑнма пултараҫҫӗ. Ӑҫта-ши вӗсем халӗ, вӑрманта-ши е ҫуртра-и? Вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, унтан шывран туртса кӑларнӑ пулӑ пек сывлӑшне ҫӑтса, малалла пӗшкӗнчӗ те сассине пусарса калама тытӑнчӗ: — Упӑшкам вилсен, эпӗ ывӑлӑма асӑрхарӑм, анчах вӑл ҫак ӗҫсем енӗпе кайрӗ. Хутран-ситрен инҫетре ҫиҫӗм ҫиҫсе илет, вӑйсӑррӑн кӗрлени илтӗнет, вӑл ерипен вӑйлансах, ҫывхарсах пырать, кассӑн-кассӑн пӗтем тӳпене янӑратса кӗмсӗртетет. Качака таки, пуҫне йӑпӑлчӑклӑн та йӑлӑннӑн тайса, Давыдов ҫине ватӑ сатирӑн сӗм авалхи куҫӗпе пӑхрӗ, анчах ҫӑкӑр татӑкне кӑшт шӑршласа пӑхрӗ те, йӗрӗнчӗклӗн хӑртлатса, крыльца ҫинчен мӑнаҫлӑн анса кайрӗ. — Хытӑ сапнӑ вӑл кунта! — терӗ Андрей, пуҫне сулласа. Пӗр ирхине, хӗвел пайӑркисем алӑка карнӑ шӑналӑк урлӑ ҫӗрпӳртӗн чӑрӑш тураттисемпе сарнӑ урайне ӳкнӗ вӑхӑтра, туссем иккӗшӗ те хӑйсен койкисем ҫинче карӑнкаласа выртнӑ чух, тулта, сукмак тӑрӑх, такам хӑвӑрт утса иртни, унтан фронтра чи пысӑк хисепре пулнӑ самах илтӗнчӗ: «Почтарь!» Вӑранасса пит тӗлӗнмелле вӑранчӗ вара вӑл. Вара мужик, вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ те, ҫурӑмӗ хыҫӗнчен пуртӑ туртса кӑларса, тытӑнчӗ унпала пур еннелле те сулса хӑмсарма… Юлашкинчен вӑл ыттисенчен уйрӑм тӑнине курчӗ. — Вӑл ҫапла ӗнтӗ, — терӗ Гленарван. — sink, aland, that, and, lost тенӗ сӑмахсем пӗри те пӑсӑлман; skipp, ахӑрнех, skipреr — шкипер тени пулать пулмалла, юнашар ларакан икӗ саспалли — -Ctr, — ахӑрнех, ҫав шкипер хушамачӗн малтанхи саспаллисем пулӗ. Вӑл сӑрӑ тужуркӑпа, ун айӗнче йӑлтӑртатса тӑракан питӗ чаплӑ кӗпе курӑнать. Вара Томӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ вӑранса кайрӗ. Вӑл алӑк патнелле утса пычӗ те, именнипе пӑшӑрханса кайнӑскер, урамалла тухрӗ. Унӑн апат ҫӗҫҫисем аври ҫине тӳрӗ лартса янӑ пирӗн ҫаваран икӗ хут вӑрӑмччӗ. Анчах хальхинче вӑл пӗр турткаланса тӑмасӑрах пӑхӑнма пултарайман: обязанноҫпе право пӗр-пӗринпе килӗштереймен, хирӗҫнӗ. Эпир ҫын ҫинчен: вӑл вилнӗ, тесе калама ытлашши васкатпӑр пек туйӑнать. Анчах унӑн фаунипе флори ҫанталӑк тӗпчевҫине нумайччен интереслентерме пултараймасть. «Ку манӑн шӑпа. Хӑраса ӳкнӗ жид хӑйӗн ҫинҫе те типнӗ ура хырӑмӗсем чӑтма пултарнӑ таран мӗнпур вӑйпа тарма пикенчӗ. — Илтетӗн-и, Солоха: хуть те ӑҫта пытар мана; тем тусан та ҫав путсӗр куҫӗ умне курӑнас килмест ман халь. Иккӗшӗ те чӗнмерӗҫ. — Калӑр-ха мана, — терӗ лӑпкӑ сасӑпа Пӑван, — эсир хуйхӑ тӳссе асапланса курнӑ-и? Ун пек чухне вӑл вӑрмана кайнӑ та, вӑрман тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе, тӗл пулакан туратсене хуҫкаласа, ҫурма сасӑпа ӑна та, хӑйне те ятласа утнӑ; е сарайне, утӑ лупасӗ ҫине хӑпарса выртнӑ та, куҫӗсене юлхавлӑн хупса, хӑйне хӑй ҫывӑрттарнӑ, анчах, паллах, кӑна вӑл яланах тӑвайман. Эпӗ пӗчченех тӑрса юлтӑм. Киревсӗрлӗхе эпир йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ; ҫак хӑнӑхӑва сирсе ывӑтса хамӑрӑн ҫӳлти классен пурнӑҫӗ ҫине, унӑн мӗнпур намӑсӗ-симӗсӗ ҫине тӳррӗн пӑхас пулсан, пурнӑҫ пӗтӗмпех намӑс ҫурчӗ пек пулса тухать вӗт. — Ан тивӗр мана, — йынӑшса ячӗ вӑл, — ан тивӗр… Лозневой аран ҫеҫ ҫӗкленсе чӗркуҫленсе ларчӗ. Калаҫасса хӑвӑрт калаҫать, сӑмахӗсене ытла эрешлентерме юратать: пурнӑҫра май килнӗ чух кирек хӑш самантра та калама юрӑхлӑ хатӗр ҫивчӗ сӑмахсемпе калаҫаканнисенчен пӗри ӗнтӗ вӑл, ун пек ҫынсене чӑн-чӑн илемлӗх нимӗн чухлӗ те хускатмасть, вӗсем хӑйсене хӑйсем пысӑка хурса, хӑйсен калама ҫук пысӑк туйӑм пур пек, кӑмӑлӗ хӗрсе тӑнӑ пек, акӑш-амакӑш хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттернӗ пек тыткалаҫҫӗ хӑйсене. Шепетовка хули, депо, Артём Корчагин слесаре» тесе ҫырнӑ. Эпӗ мастерскойӗнче хам тухса каясси ҫинчен каласан, малтан нумайӑшӗ ҫавӑншӑн шелленӗ пек пулчӗҫ, ҫавӑ мана савӑнтармаллаччӗ, пуринчен ытла Павӑл хумханса карӗ. Ку ҫурта та сарӑ сӑрпа сӑрланӑ; пӳрт тӑррине те симӗспе сӑрланӑ, колоннӑсем те шурӑ пулнӑ, герблӑ тата фронтонлӑ пулнӑ. — Вӑй ҫитет! Ҫакӑн пек анӑш-тавӑш залра ҫӳле кӑна постаментсем ҫинче грексен — Аполлон, Диана, Геркулес ятлӑ туррисем, гипсран тунӑскерсем, шап-шурӑ та ним курман куҫӗсемпе пӗр шухӑшсӑр пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫухатрӗ ӑна пӗтӗм козак рыцарстви! — Жактра хуть ыйтса пӗлесчӗ, — терӗ карчӑк, шухӑшлакаласа тӑрсан, — жакт та ҫук, вилсе пӗтнӗ. Вӑл лӑпкӑ. Ленин тата Сталин кӗнекисене ӑҫта тата мӗнле тупма пулать? — Мӗн? Тен, Анголӑри пурӗ те темиҫе кун ҫеҫ каймалӑх пӗр-пӗр факторие ҫул тытаҫҫӗ пуль. Анчах та караван Вӑтаҫӗр Африкӑн шалти облаҫӗсене каять пулсан, умра вара ҫӗршер миля тӑршшӗ ҫул выртать. — Мана ӗнтӗ эсӗ каласа паратӑнах, — тесе сӑмах хушрӗ ҫак хушӑра дама, — Христосӑн малтанхи икӗ вӗренекенӗ ҫапла ятлӑ пулнӑ… Вара, ҫавӑн чух, унра тӗксӗм те хирӗҫӳллӗ туйӑмсем хӗмленсе кайнӑ: унӑн, пӗр енчен, архитектора кӳрентерес килнӗ, ҫав вӑхӑтрах, тепӗр енчен, кӗвӗҫӳпе пӗрле, ӑна хисеплес те килнӗ. — Шел, Гейки кайса ӗлкӗрчӗ; нумайранпа макӑрман пулас-ха вӑл. Ӑнланатӑн-и эсӗ мана?.. Маттурах кӑйкӑр калать ҫакӑн пек: «Ылтӑн читлӗхре пӗлмерӗн тытма, Пӗлмерӗн тытма сылтӑм аллунта. Вара крыльца патӗнче эпӗ те тӑтӑм… Пӑхатӑп та ҫапла — крыльца ҫинче эп паллакан ура йӗрӗ пур; Ҫапӑҫу хирӗ ҫийӗнче пысӑк, хӗп-хӗрлӗ хӗвел хӑпарма пуҫларӗ, ун пайӑркисем тупӑ-пӑшал пенипе тухса тулнӑ тӗтӗм витӗр аран-аран шӑтарса тухрӗҫ. — Ку ӗҫе чухлатӑн-и вара эсӗ? Кӑнтӑрла планета питне хӗрсе пӗҫертекен Хӗвел хӗрӗвӗнчен пӗлӗт татӑкӗсем сыхлаҫҫӗ, каҫхине атмосфера ӑшша тӳрех тӗнче уҫлӑхне тухма памасть. Иманус ҫунакан вӗрен патне ӳпӗнсе юлашки хут вӗрчӗ те вилсе кайрӗ. Вара тин ординареца ҫапла калас: «Никама та. Вӑл мачча ҫине хӑпарса питӗрӗнсе ларать те чарӑна пӗлмесӗр йӗрет, хӑйне хӑй ылханать, ҫӳҫне тӑпӑлтарать, нимӗнле канаша та итлесшӗн мар, юратнӑ госпожана ҫухатнӑ хыҫҫӑн мӗншӗн вилӗм пӗртен-пӗр йӑпану пулать, тет. «Нивушлӗ ҫакӑнта виҫӗ пӳлӗмлӗ пӗчӗк ҫурт та тупӑнмӗ-ши вара?» — Санӑн тусу — е ухмаха ернӗскер, е питех те ӑслӑ ҫын, — терӗ юлашкинчен Бурназян, — ӑна валли вӑтам виҫе ҫук. Кашни ҫаврӑнмассерен Беспортевӑн шалпар шӑлаварӗ ялав пек вӗлкӗшкелесе илет. Шалта ҫӑмӑл пӑс капламӗсем ҫӗклене-ҫӗклене сапаланаҫҫӗ. Кунта вара ҫынсем тата сахалрах тӗл пулаҫҫӗ, хӗрарӑмсем пачах курӑнмаҫҫӗ, салтаксем пит хӑвӑрт иртсе ҫӳреҫҫӗ, ҫул ҫинче юн тумланӑ вырӑнсем курӑнкалаҫҫӗ, эсир вара кунта, темӗнле пулсан та, носилкӑпа пыракан салтаксене тӗл пулатӑрах. Тӑваттӑн вӗсем, носилки ҫинче сарӑхса кайнӑ сӑн-питлӗ ҫын выртса пырать, шинелӗ ун юнланса пӗтнӗ. — Тӗлӗнетӗп эпӗ, — терӗ вӑл, — эсир иксӗр те юлташла тавлашу чиккинчен тухса кайрӑр. — Мӗн пулчӗ, ну? Тӗл пулакан чул муклашкисем тавра ҫилӗллӗн кӑпӑкланса та турпассемпе хур мамакӗсене вӑрт-варт ҫавӑрттарса, йӑкӑрин чупса кайрӗҫ ял урамӗсем тӑрӑх шарлакан, хӑмӑртарах тӗслӗ, йӑлтӑрти ҫырмасем; пысӑк кӳлленчӗксене кӑвак тӳпе мӗлки ӳкнӗ, ишнӗрен пулас, ҫаврака шурӑ пӗлӗчӗсем ҫаврӑнса тӑнӑн курӑнаҫҫӗ; хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ ҫурт тӑррисенчен янӑравлӑ тумламсем. — Кам-ха вара эпӗ, сан шутупа? — Ҫук, — сӑмах пуҫларӗ каллех Кирила Петрович, — вилнӗ Тарас Алексеевич пек исправник урӑх кураймӑпӑр ҫав! Уй енчен чумаксен обозӗ шуса тухрӗ те йывӑррӑн чӗриклетсе ҫывӑхри тӑкӑрлӑк еннелле пӑрӑнчӗ. Ӗнтӗ мӗн тесен те, Кира амӑшӗ шухӑшӗпе, ҫав, вилнӗ Варвара Рабинович хӑйӗн чапа тухнӑ пӗтӗм шкулӗпе ҫак хӗрӗн «пушмак патушине те тӑмасть, хӗрӗ вара кӑкӑр ӗмнӗ чухнех «маска сассине илме пултарнӑ», халӗ ӗнтӗ Пушкина та чапа тухнӑ Степанянран кая мар вулать. Дик тепӗр компас ҫӗмӗрӗлнине, вӗрен татӑлса лаг тинӗсе путнине, ҫавӑн пирки хӑй карап хӑвӑртлӑхне виҫме пултарайманнине аса илчӗ. Анчах вылякансенчен тахӑшӗ каларӗ: — Астӑвӑр ӑна, ачасем, ахалӗн вӑл выляса илнӗ укҫапах тарӗ… Ҫак самантчен вӑл темскерпе тӑлланӑ пулнӑ, анчах хайӗн ҫинче тӑлӑ пуррине вӑл халиччен пӗлмен, ҫав тӑлла хӑйӗн ҫинчен салтса пӑрахман. Старик, унчченхи пекех тӳлек кӑмӑллӑ тӑраканскер, хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ. Кучертан тенкине илтӗм те трантас ҫине, Селиванов ури патне пӑрахрӑм, хам тӗлӗннӗ пек пулатӑп: «Мӗн эсӗ, тӑванӑм, хурӑнташсенчен ҫакӑн пек вак-тӗвек ӗҫшӗн укҫа илеҫҫӗ-и вара? Сӑнӗ унӑн — лӑпкӑ, куҫӗсем сивӗ, вӑл питӗ сахал калаҫать те, унра мужик евӗрлӗхӗ сахал. Вара вӑл… Пуп, ахӑртнех, хӑраса ӳкрӗ пулас, хӑвӑрт-хӑвӑрт калать: «Мӗн эс, мӗн эс, турӑ чури Федор! Кукамай, шӑллӑм тата эпӗ пӗчӗк сарайра, тӗрлӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк сарса хунӑ вутӑ ҫинче ҫывӑрса пурӑнаттӑмӑр; пирӗнпе юнашар, хӑмаран тунӑ шӑтӑк-ҫурӑклӑ стена хыҫӗнче, хуҫа чӑххисене хупмалли вите пулнӑччӗ; каҫпа вара эпир тутӑ чӑхсем ҫывӑрса каяс умӗн вӗсем силленкелесе илнисене тата кӑлӑкланисене илтеттӗмӗр; ирхине пире ылттӑн тӗслӗ, уҫӑ саслӑ автан вӑрататчӗ. — Халех кай та пурне те пухӑва пуҫтар. Доминикино ҫавна ӑнланмалла ӗнтӗ. Ҫимен, ӗҫмен пулӑттӑм, сана ҫеҫ иртен пуҫласа каҫчен кӑшкӑрттарнӑ пулӑттӑм… Унӑн ырлӑхне кура, нумайӑшӗ татӑкланах уйӑрӑлса ларнӑ… — Огнянов, — терӗ тухтӑр, кӑштах шӑпланса тӑнӑ хыҫҫӑн, — ҫак сехетре эпир иксӗмӗр кӑна ҫавӑн пек шухӑшлатпӑр пулмалла. — Мӗнле? Мӗн? Халӗ ӗнтӗ сержант та тӗлӗнчӗ: — Ку вӑл тӑван ҫӗршыв пулмасть-ҫке-ха. Вара виҫҫӗшӗ те, ывтӑнса кайса, палуба ҫине месерле лаплатрӗҫ, телее, пӗри те аманмарӗ. Вара халь тин, икӗ ҫул каялла, ҫак темӑпа пӗрремӗш хут калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫул ытла иртсен, эпӗ кӗтмен ҫӗртен ҫав шухӑшсене хам тахҫанах палланӑ ҫынран, рабочирен илтрӗм, вӗсене вӑл ҫавӑн пек сӑмахсемпех каларӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн ҫичӗ пӑтлӑ кӗлеткипе аялти сакӑн хӗррине хӗсӗнсе ларнӑ та, урисем хушшинче ҫу тултармалли шуҫ савӑт тытса ларать. — Сире ҫакна калас пулать, Казбич шухӑшланӑ тӑрӑх, унӑн лашине Азамат хӑй ашшӗпе пӗр каварлӑ пулса вӑрланӑ, имӗш. Пысӑк пулсан та шап-шурӑ… Пӗчченшерӗн ларакан йывӑҫсем, ейӳ айне пулнӑскерсем, йӑмӑххӑн йӑлтӑртатакан ешӗл ҫулҫӑсем кӑларнӑ пулнӑ, вӗсем, ҫӳлти турачӗсем таран шыва путса, ҫӑмӑл шар майлӑн курӑннӑ, пӗр кас ҫил килсенех, шывӑн тӗкӗр пек анлӑхӗ тӑрӑх эреветлӗн юхса каяс пек ларнӑ… Унӑн ҫулне Лапшинов пӳлчӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче ухмахсем пӗтнӗ… — А эсӗ каҫхине, чӳречерен тухса, вӗрен тӑрӑх шуса антӑн, — ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, пӗр пӑлханмасӑр лаплаттарса хучӗ Татьянка. Ҫӗр ҫинчи мӗнпур шӑршӑсене, кӗрхи уяр ҫанталӑкӑн мӗнпур илемлӗхне ҫав тери ҫӑра, пуҫа анкӑ-минкӗлентерекен шӑршӑсем хупласа илнӗ. Бензин, ҫу, усал шӑршӑллӑ шӗвек шӑрши, ҫунӑк сӑрпа тимӗр тата тар шӑрши кӗрет. Малтан килсе кӗнӗ танксен пӗрремӗш эшелонне аркатса тӑкнӑ. Кай, кай!.. — Ҫапла, ара. ТОЗ-а пӗтӗмпех юхӑнтарса ячӗ! «Тавӑрса тӑхӑннӑ хура тӑлӑппа, пан голова». Мана прилив пулӑшса пычӗ, ывӑнса ҫитерехпе юлашкинчен шыв тӗпне ура пусса тӑма май пур вырӑна ҫитрӗм. Пурне те хуйхӑртса пӑрахнӑ ҫак хура прерирен епле хӑтӑлса тухассине нихӑш те пӗлмест. Сӑмахсемпе мар, тараса пуканӗсемпе! — Ҫын мар, йытӑ: ун пек йытта Курска ҫитсе те урӑх тупаймӑн. Тӑватӑ вӑкӑр тата виҫӗ лаша ҫӗр ҫинче выртаҫҫӗ. Ҫурхи путек пек, ҫара кӑтра. Ун енне ҫурӑмӗпе ҫавӑрӑнсан та, вӑл хӑй ҫине Павел Петрович тинкернине туйса тӑнӑ. Куратӑр-и, мӑнӑн сире ҫаксене йӑлтах каламалла марччӗ те, анчах эпӗ сирӗн чӗрӗре, сирӗн чыслӑхӑра шанатӑп, — аса илӗр-ха, манӑн пӗр хӗр… пӗрре… — Ӗҫер-ха! — Ахальтен мар колхозниксем «скорпион» тесе чӗнеҫҫӗ, — терӗ Поднебеско. — Эпӗ сире тепӗр хут калатӑп: мана вӑл каласа пани кирлӗ мар. Сирӗн защитник хӑй мӗн ыйтма кирлӗ тет, сире ыйтусем пама пултарать, анчах эсир каласа пӗтериччен урӑх никам та вара ыйтма пултараймасть. — Ку суя! — кӑшкӑрса ячӗ Артур виҫҫӗмӗш хут сывлӑшне аран ҫавӑрса. Ҫапларах каланӑ пӗррехинче Суламифь: — Шутсӑр нумай арӑмпа хӗре пӗлнӗ эсӗ, ман савниҫӗм, пурте вӗсем ҫӗр ҫинче чи хитре хӗрарӑмсем пулнӑ. — Мӗн ӑнланмалла мар-ха ӗнтӗ? Лейтенант юлташ, мӗнле шутлатӑн эсӗ: чӑнах каҫаймасть-ши, э? Викентий ӑна каллех аллинчен чӑмӑртарӗ. — Ырӑ сунатӑп, Кралич бай. Халь ӗнтӗ эсир маншӑн ҫывӑх тӑван вырӑнӗнче, чи хаклӑ хӑна пулатӑр. Йӑлтӑртатса тӑран ҫӑлтӑрсем хушшинче вӗсем хӑвӑрттӑн ирте-ирте каяҫҫӗ пек. — Ӗненетӗр-и? — терӗ доктор ытлашши хытӑ та, лӑпкӑ та мар, анчах ӳкӗтлесе: «нихҫан та эпӗ укҫашӑн савӑнмастӑп. — Эсир мужиксем пек мар. — Вӑл чи паллӑ вулкансенчен пӗри, унӑн кратерне сӑнама сайра килеҫҫӗ. — Пушара пичке турттарма ман йышши ҫынсене ямаҫҫӗ… Анчах кайран вара ман пуҫа ҫавӑн пек шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. Шкула ир пуҫласах хӗр-ачасем пуҫтарӑнма тытӑнчӗҫ, амӑшӗсем вӗсене тумлантарма та, ҫӳҫне тураса якатма та ӗлкӗрнӗ — лӗпӗшсем пек пит илемлӗн пычӗҫ вӗсем, вара, кӗнекисене уҫса, мӗн вӗреннине юлашки хут пӑхкаласа, класра вӗлле хурчӗ пек сӗрлесе тӑчӗҫ. Акӑ, юлташсем, кӗскен каласан, инкеке пула ячейка секретарӗ пулса ӗҫлекен Нагульновӑн кӗске вӑхӑтрах тума ӗлкӗрнӗ паттӑрла ӗҫӗсем (айӑпласа калакан хӑйӗн сӑмахӗ ҫак тӗле ҫитсен, Самохин усаллӑн тӑрӑхласа кулса ячӗ). Ҫакӑ та кулӑшла пулчӗ, анчах тӗрӗссӗн туйӑнчӗ: паян иртенпех пур ҫын та — пӗр мӑн ухмах вырӑнне пулчӗҫ. Эрехе кӑна пӑртак начартараххи пулнӑ: Тимофеич, хулари паллакан купецран туянса килнӗскер, вӑл хура тӗслӗ курӑнакан хӗрес — те пӑхӑр, те канифоль тути каланӑ; шӑнасем те чылай кансӗрленӗ. Садра пурте тирпейлӗ, таса. Анчах ҫав вӑхӑтра каллех сӗм авалхи Птолемей астроном пек вӗреннӗ ҫынсем тупӑна пуҫланӑ, вӗсем Ҫӗр лаптӑк мар, вӑл чӑмӑр евӗрлӗ ҫаврака, тесе шутланӑ. Том куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. — Чӑнах-и? — терӗ вӑл. — Пулма пултараймасть! Халӗ Аэлита ун енне ҫаврӑнчӗ. Мэри ав ҫавӑн пек майла икӗ библи туяннӑ — ӑна икӗ ҫул хушши питӗ тӑрӑшса вӗреннӗшӗн панӑ. Укҫасем манӑн Савельич аллинчеччӗ. Ҫиленнипе ман ӑшчикӗм тулса ҫитрӗ. Манӑн Вася! Вӑл ку таранччен ӑҫта, мӗн ӗҫпе пурӑннине, малашне мӗн тума шутланине никам та пӗлмерӗ. — Ах, — терӗм эпӗ пӑртак аптӑраса тӑнӑ пек пулса, — ҫав документ пирки хам мӗн шухӑшланине пӗтӗмпе каласа пама ирӗк парӑр-ха мана, — терӗм. — Э-э! — Юратать пулсан… — терӗ Петр тарӑн шухӑшлӑн, вара унӑн куҫхаршийӗсем пӗрӗнчӗҫ — хӑйшӗн паллӑ сӑмах мӗнлерех янӑранине итлерӗ вӑл… — Мӗнле апла эс, Джон Сансом, ним ҫук ҫӗртен ҫавӑн пек истори пуҫласа яратӑн, — терӗ Пойндекстер тӑванӗн ывӑлӗ. — Мӗнле пӗтерет тата? Тул ҫутӑлас умӗн боцман рожокне кӑшкӑртнӑ тата команда якоре хӑпартма тытӑннӑ тӗле эпӗ, йытӑ пекех, ывӑнса ҫитрӗм. — Пурне те! — тавӑрчӗ ҫамрӑк. Акӑ чаршав ҫӗкленчӗ те сцена ҫинчи ҫӳллӗрех вырӑна тин ҫеҫ уездран килнӗ уком секретарӗ Разин юлташ хӑпарса тӑчӗ. Алӑк патнерех ҫӑмӑл аманнисем тата никам пулӑшмасӑрах ҫӳреме пултаракан чирлӗ ҫынсем вырнаҫрӗҫ. Вӑл малтан Падди О'Муртан «Британи» ҫинчен мӗн те пулин илтмен-и тесе ыйтрӗ. Эпӗ хывӑнмасӑрах шапа пек пуҫхӗрлӗ шыва сикрӗм те кимӗ патне ишсе пытӑм. Ыттисемшӗн мӗнле — пӗлместӗп, маншӑн вара ҫав кӗвӗ ун чухне хӑрушӑ пулчӗ; манӑн пачах та ҫӗнӗ туйӑмсем ҫуралчӗҫ, эпӗ хам халиччен пӗлмен ӗҫсем тума пултарнӑ пек туйрӑм. — Мӗнле йӗкӗт вӑл санӑн, ҫирӗпскер-и? Кама суйлас теттӗр, ҫавна суйлӑр. Сан завхозу коллективизациччен ӗнтӗ кулаках тухма тытӑннӑ пулнӑ, эппин — пӗлекен хуҫа, апла мӗнле ҫакӑн пек кирлӗ мар япала сӗнме пултарнӑ-ха вӑл сана? — Эс мӗн, ӑсран каймарӑн пуль, Бойчо! Кун йышши слон шӑмми ытти провинцисенчен килекен слон шӑммисем саралнӑ пек вӑхӑт иртнӗҫемӗн саралмасть. Эпӗ Конституци проекчӗн 135-мӗш статйи ҫумне панӑ тӳрлетӳ ҫинчен калатӑп. Ҫавӑнтан вӑл Тоньӑна тӗл пулман. — Ӑна каялла илсе кайрӑн-и? Илтетӗн-и? Хамӑрӑн хӗвеллӗ хулана пӑрахса, шухӑш вӗҫҫӗн кӑна тӗнче тӑрӑх ҫулҫӳреве тухса каяр-ха. Чиркӳ умӗпе иртнӗ чух эсир, чиркӳрен пӗр-пӗр офицер тупӑкне ҫӗклесе тухса пытарма илсе кайнине курма пултаратӑр. Тупӑкӗ ун шупкарах хӗрлӗ, музыка янӑрать, хоругвисем вӗлкӗшеҫҫӗ; бастионра пӑшал пенӗ сасӑсем те илтӗнме пултараҫҫӗ, анчах ку сире унчченхи шухӑшсене аса илтермӗ; ҫын пытарма каякансен ушкӑнӗ сирӗншӗн пит илемлӗн утса пыракан ҫар ҫыннисен ушкӑнӗ пек туйӑнӗ, пӑшал сассисем — ҫав тери илемлӗ те паттӑр сасӑсем пек туйӑнӗҫ, эсир вара ҫак картинӑна курсан, ҫак сасӑсене илтсен, сурансене ҫыхнӑ ҫӗрте шухӑшланӑ пек асаппа вилӗм ҫинчен шухӑшламӑр. Дани ученӑйӗн йыттин сасӑ чӗлӗхӗсем сасӑсене уҫҫӑн татса кӑларма пултарнӑ. Анчах калакан сӑмах пӗлтерӗшне вӑл, попугай, сульха, чакак пекех ӑнланман. Унпа та сахал! Сасартӑк ӑна ҫав таса чыслӑ алӑсем хӑҫан та пулин хӑйӗн мӑйӗ тавра ҫавӑрса илессӗн, ҫав мӑнкӑмӑллӑ тутасем вӑл чуптунине хирӗҫ тавӑрассӑн, ҫав ӑслӑ куҫсем ачашлӑхпа — ҫапла, ачашлӑхпа — унӑн куҫӗсем ҫинче чарӑнса тӑрассӑн, унӑн пуҫӗ ҫавӑрӑнса каяссӑн, хӑйӗн ӑшӗнче каллех ҫилӗ хыпса тухиччен самантлӑха манӑҫа путассӑн туйӑннӑ. Вӑл хӑйне хӑй, усал йӗкӗлтенӗ пек, тӗрлӗ «намӑс шухӑшсем» ҫинче тытнӑ. Карап парӑсӗсене антарчӗ те, эпӗ сентябрӗн 26-мӗшӗнче каҫпа улттӑмӗш сехетре карап ҫумне пырса тӑтӑм. Англи ялавне курсан, чӗрем хӗпӗртесе савӑннипе чӗтресе кайрӗ. Паллах, пӗтӗм Российӑри конференци пире сивлетех, анчах, ман шутпа, айӑплассине халех кӗтсе ларма иртерех-ха. Вӑл сана ҫапса пӑрахӗ! Ҫакна шута илсе, эпӗ хуҫаран ехусен юнашар кӗтӗвӗсене кайса курмашкӑн ирӗк пама ыйтрӑм. Ку мана акӑ мӗн ҫинчен шухӑшлаттарать, — тӗрӗ пичче, — ҫак ӑнланмалла мар ҫырӑва кӗнекене тытса усранӑ ҫынсенчен пӗри ҫырса хӑварнӑ пулмалла. Математикӑпа экзамен пама ытти чухнехинчен маларах кайрӑм. — Ну, апла пулсан, — сывӑ пул, Никита Ильич! Спасибо кала, хӑвна та хам сӗтӗрсе тухрӑм. Фома музыкӑна итлеме юратман, музыка кӗвви ӑна яланах хурлантарнӑ. Богспа юлташӗсем, кам чӗнет-ха ӑна тесе, ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, юлташӗсем, пистолета курсанах, аяккалла тапса сикрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ пистолетӑн икӗ кӗпҫине те Богс ҫинелле тӗлленӗ. — Эх, инкек! — Эй туррӑн таса амӑшӗ! Вӗсем лашасем ҫинчен те манмарӗҫ. Ӑнсӑртран нимле инкек-синкек те килсе тухмасан, ҫил те ҫула май вӗрсен, пур парӑссене те ҫӗклеме май килсен, ҫутӑлнӑ тӗле корвет Франци ҫыранӗ патне ҫитетех, тесе шанать Гакуаль лоцман. Хӑй пӑлханнине палӑртмасӑр, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, хуллентерех каларӗ: — Ну, Хмелько, мӗн тумаллине ту эппин! — Кухньӑра усӑ куракан ҫӗҫӗ. Мӗншӗн? Таврара савӑнӑҫлӑрах пулса пычӗ, сасӑсем хытӑраххӑн янӑрарӗҫ, вӗсем инҫетре машинӑсем ӗҫлесе шавланӑ сасӑсене те путарчӗҫ. Тен, ку йӑлтах пуш сӑмах кӑна, — ҫапах ман пуҫа тепӗр чух тӗлӗнмелле шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, раснах ыйӑх килмен вӑхӑтра, тул ҫутӑлас умӗн, тӳпе кӗреннӗн те сенкеррӗн курӑннӑ чух. Вӗсем пек ҫынсене сирӗн пысӑк обществӑра кӑнтӑрла вут ҫутипе шырасан та тупас ҫук вӗт… Фома хӑйне мӗскӗннӗн, айваннӑн, пуриншӗн те кулӑшлӑн туйнӑ, пурте ун ҫинелле вӑрттӑн пӑхса, хӑй ҫинчен калаҫаҫҫӗ пуль тесе, пӗр иккӗленмесӗр шутланӑ. Ристанӑнне? — Хӑрушӑ, Андрюша! — терӗ амӑшӗ шӑппӑн. — Апла эппин, — тесе ыйтрӗ вӑл боцманран, — сире Грант капитан 1862 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранне антарса хӑварнӑ? Ҫавӑ ӑна пӑртак урӑлтарнӑ. Сирӗн арҫынӑрсем мана сирӗн пата ячӗҫ. Вӗсем ҫулаҫҫӗ ӗнтӗ. Анна ҫине тӑрса кӗрешет, пӑвса ӳкернӗскерӗн сассине ҫӑварне картузпа хупласа чарчӗҫ. Том нимӗн тумасӑрах вӑхӑта пысӑк ушкӑнра савӑнса лайӑх ирттерчӗ, хӳме ҫинче ҫапах та — виҫӗ сий известь. Сулхӑнта та чӑтма ҫук хытӑ пӗҫерет. Ҫакна асӑрханӑ Мартини кӳме вырӑнтан тапранса кайсанах:— Мӗн пулчӗ сире, Джемма? Халлӗхе кӑштах истори тапхӑрне пӑхса тухар. Колхозне йӗркелени те ҫур ҫул ҫеҫ-ха, ӗҫе кӳршӗ ҫӗрне туртса илнинчен, вӑрланинчен пуҫлани вал колхозниксене пӗтӗмпех пӑсса яни пулать! Любишкин ура ҫине тӑчӗ, икӗ ҫунат евӗр сарӑлса тӑракан хура мӑйӑхне хускаткаласа илчӗ, сӑмах калакан ҫын еннелле ҫаврӑнчӗ: — Тепӗр чухне эсӗ, Кузьма, ҫав тери тутлӑ та хитре калаҫатӑн! Эпӗ латинла ӑнланнине пӗлетӗр-и? Хӑвах мана ҫӑмӑлрах тетӗн вӗт. Никифорыч пӗр бутылка эрех, варени, ҫӑкӑр илсе килчӗ. Халӗ металл сассине — чул ҫумне хурҫӑ чак-чак! тутарнине илтме пулать. Кунта, пурте вӗлтӗрен айне пулнӑ вырӑна, пӗр виҫӗ тус анчах хӑйсен вӑййисене выляма пуҫтарӑнкаланӑ. Ярмола сӑмахлама юратманни тахҫанах паллӑ-ха, ку унӑн уйӑрӑлман енӗ, ҫавӑнпа эпӗ унран ҫак кӑсӑк япала ҫинчен каласа парасса урӑх пит кӗтсех те кайман. Кашниех тарӑн шухӑша кайрӗ. Пурнӑҫпа ҫураҫайман ҫыннӑн мӗн тумалла? Леноре фрау чӗтресе Санин аллисенчен ярса тытрӗ: — Сӑмах паратӑр-и эсир? Чан шӑратса хывтарӑп сан ҫине… — Ҫук мар, пур. — Ну мӗн кирлӗ-ха сире? Калӑр тӳрех. Е чӗлхесӗр пултӑр-им? — Акӑ-иҫ вӑл, — тет ямшӑк, аллине ял ҫине тӗллесе кӑтартса, ҫак сӑмахпа вара ялне кӗрсе те кайрӑмӑр. Пӗтӗм мастерскойӗнчен театра сурхурипе кӑшарни хушшинче тата ҫӑварнире пурӗ те икӗ ҫын ҫеҫ — Капендюхинпа Ситанов ҫӳретчӗҫ; аслӑ мастерсем вӗсене чиперех ӑс паратчӗҫ; кӑшарни чухнехи вакра Иорданьте шыва кӗрсе, вӑл ҫылӑха суса тасатма хушатчӗҫ. Эпӗ — адмирал. Эпӗ катаранах Беренштейнсем пурӑнакан ҫурта куртӑм. Хусан тутарӗсен йӑхӗнчен тухнӑ меценат ахӑлтатрӗ, унӑн хӑнисем кулчӗҫ, никама та савӑнӑҫлӑ пулмарӗ, пӗр-пӗринчен уйрӑлсан вара пурте ҫиленчӗҫ. Нимӗн сас-хура ҫук пек туйӑнакан ҫӗрлехи шӑплӑха тимлесе итлесе пӑх-ха: вара эсӗ, тусӑм, апат шырама тухнӑ мулкач йывӑҫ сӗткенӗпеле сарӑхса кайнӑ шӑлӗсемпе йывӑҫ тураттине епле кышланине те илтетӗн. Черченкӗ те ҫӑп-ҫӑмӑл туна унӑн пысӑк та хура, хутланманпа пӗрех пӳрнисем хушшинче темле курӑннипе Давыдов ирӗксӗрех кулса илчӗ. Пирӗн айра тӗксӗм тӗслӗ пысӑк тӳремлӗх сарӑлса выртать, хӑшпӗр ҫӗрте вӑл ҫуркаланса кайнӑ пӗчӗк сӑртсемпе витӗннӗ. Карчӑк яланах килкартишӗнчи пур историсене те пӗлсе тӑратчӗ, вӗсем ҫинчен хӗпӗртесе хӗрӳллӗн каласа кӑтартатчӗ. Ку дачӑра пит лайӑх господасем пурӑнаҫҫӗ… Эппин апла-ха? Апла пулсан, эпӗ ӑна ӑнланса илеймен иккен. — Ой! — терӗ Лукашка, юрлама чарӑнса, — автана ӑҫтан илтӗн? — Ҫук, ҫил улшӑнмарӗ пек туйӑнать, ҫавӑнпа ман шухӑшӑмпа тинӗсӗн ҫак ҫыранӗ «Гретхен портӗнчен» кӑнтӑрлапа хӗвелтухӑҫӗ хушшинелле выртать пулмалла. Виҫӗ пин те сакӑрҫӗр пухнӑччӗ. Эпир кӳршӗ-аршӑсем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Манӑн ӑс-хакӑлӑма тӗлӗнтерекен Минька халӗ «Тургенев» пӑрахутӑн капитанӗ иккен. Ӗлӗк вӑл пӑрахут «Нептун» ятлӑччӗ. Миша пичче, грузчиксен артелӗн старости, пӗлтӗр вилсе кайнӑ-мӗн, унӑн ывӑлӗ хула Совечӗн председателӗнче ӗҫлет. Эпӗ Даша инкене Гаер Кулий ҫинчен каласа патӑм. Вӑл ахлатса, хӑраса ларчӗ. — Даша инке, асӗ Бубенчиковсене пӗлетӗн-и? Сливянка-и? — Мӗнле сливянка пултӑр! — алла султӑм эпӗ. Вӑл пирӗн ҫинчен анчах шутланӑ. Хуть хӑҫан пулсан та, тинӗс ҫинчен киле тавӑрӑннӑ чухне вӑл пире парне илсе килсе паратчӗ. Мӗн чухлӗ ачашланӑ, мӗн чухлӗ йӑпатнӑ вӑл пире киле килсен! Паллах ӗнтӗ, Гарриспа Негоро ҫулҫӳревҫӗсене Ангола варринелле хӑйсен аллине ҫавӑрса илес тесе ертсе кӗчӗҫ. Ҫавӑнпа та эпӗ, манӑн хурлӑхӑм ҫав тери йывӑр пулсан та, хамӑн ответлӑха сирӗн ҫине йӑвантарас темерӗм. Сире кунта эп ун ҫинчен каласа парасшӑн чӗнмен-ха. — Мӗнле?! Манран коллекци ешчӗкне туртса илме-и?! — кӑшкӑрса ячӗ Бенедикт пичче хӑрушӑ сасӑпа, Уэлдон миссис ун коллекцине мар, кӑкӑрӗнчен чӗрипе кӑларса илессипе хӑратнӑ пек. Вӑл кӑҫал шкултан вӗренсе тухать. — Килӗр кунта! Кӗрсе пӑхасчӗ манӑн тепӗр пӳлӗме, директор хӗрӗн пӳлӗмне, акӑ ӑҫта кӗресчӗ манӑн. Мана ӗнтӗ, карчӑка, ватӑ шӑммӑмсене канма вырттарма тахҫанах вӑхӑт; унсӑрӑн ак мӗн куриччен пурӑнмалла килсе тухрӗ: ватӑ улпута — сирӗн аслаҫӑра, ӗмӗр асра юлтӑр, Николай Михайлович княҫа, икӗ пиччӗшне, йӑмӑкне Аннушкӑна — пурне те пытартӑм, вӗсем пурте манран ҫамрӑкчӗ, батюшка, халь ак вӑт, хамӑн ҫылӑхсене пула, ахӑр, аннӳнтен те вилмесӗр юлтӑм. Тепӗр тесен, ҫӗнӗ пӗлӗшсем ҫинчен эпӗ яланах нумай шухӑшлатӑп. Унӑн калавӗ телефон пӗрмай шӑнкӑртаттарнипе нумай хутчен татӑлчӗ. Капитанӑн тек-текех вырӑнтан сиксе тӑрса шеф кабинетне чупмалла пулчӗ. Анчах каялла таврӑнсанах, вӑл тӳрех Мересьева хирӗҫ ларса, ун ҫине ачанни пек йӑваш куҫӗсемпе пӑхса, малалла калама васкатрӗ:— Ну, ну, кайран вара мӗн пулчӗ? Унӑн куҫӗсенче вӑл пӗр вӑхӑтрах пӗлесшӗн ҫунни те, Алексее ырлани те, кӑштах ӗненменни те палӑрчӗ. Пирӗн тирпейле, тӑпӑл-тӑпӑл ҫуртра вӑл ӗмӗрех халь ҫеҫ килсе кӗнӗ ҫын пек пурӑнчӗ: е ҫывӑрма вӑхӑт ҫитичченех выртать е кая юлать, тӑрасса та вӑхӑтра тӑмасть; кӑнтӑрлахи апата хӑш чух тухать, хӑш чух тухмасть; каҫпа та хӑш чух апатланать, хӑш чух апатланмасть. Анчах эпӗ ҫав хамӑн вырӑна тавҫӑрса илеймерӗм, эпӗ ниме тӑман пархатарсӑр йӑласем астарни хыҫҫӑн кайрӑм: вӗсен ӑшӗнчен эпӗ тимӗр пек хытӑ та сивӗ пулса тухрӑм, анчах пархатарлӑ туртӑнусен вутне, пурнӑҫӑн чи лайӑх чечекне ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑм. Тепӗр виҫ-тӑватӑ ыйту хыҫҫӑн Луиза Пойндекстер свидетель ӗҫӗнчен хӑтӑлать. Хӑнасем, халӗ кӑна шӑпланнӑ пианинӑн тӗтреллӗ кӗрлевне пула малалла итлеме хатӗрленнӗскерсем тата суккӑрӑн шуранка питӗнче вылякан темӗнле тӗлӗнмелле хавхаланупа хӗмленнӗскерсем, ним шарламасӑр кӗтсе лараҫҫӗ. — Мана вилӗм кӑна усӑллӑ… Апат-ҫимӗҫ мӗнле, пурте кирлӗ таранах хатӗр-и? Пурпӗрех усси ҫук», — ҫапла мӑкӑртатса пусма тӑрӑх улӑхрӗ. Вӑл ӗнтӗ вӗсене кӑштах хӑнӑхса ҫитме те ӗлкӗрнӗ, ҫӗнӗ ҫынсем ҫине сӑнаса пӑхнӑ, ыйта-ыйта пӗлнӗ, кала-кала панӑ. Артиллери офицерӗсем пӗр мухтанмасӑр тата кӑшт ученый пекрех калаҫма тӑрӑшни ун кӑмӑлне кайнӑ, ҫакна пула вӑл вӗсене хисеплеме пуҫланӑ. Хальхинче тӗлӗнтерчӗ те ӗнтӗ вӑл аптраса ӳкнӗ Гро-Алена. Анчах та халь вӗсем, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ Кононов тавра пуҫтарӑнса, тӗксӗм масса пулса, таччӑн хутшӑннӑ, шухӑшлӑ та чӗмсӗрскерсем, пӗр ҫын пек тӑрса, пӗр ҫын пек сывланӑ, вӗсен тавра темскер, курӑнманскер, анчах ҫирӗпскер, хупӑрласа тӑнӑ, ҫав япала Фомана вӗсенчен пистернӗ, ӑна вӗсен умӗнче хӑюсӑрлатнӑ. Мӗн ку каллех: шӑппӑн кулни-и е ҫулҫӑ шӑпӑлтатни, е такам юнашарах ассӑн сывлать-и? Мӗн ҫинчен каласа кӑтартать-ши вӑл, кама хӳтӗлет-ши е айӑплать-ши? Вӗренессе вӑл питӗ юратса вӗреннӗ тата хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе килӗшнӗ; хуҫи тавра чӗлхине кӑларса чупасси, кӑшӑл витӗр сикесси тата ватӑ Федор Тимофеич ҫинче ҫӳресси ҫав тери ыррӑн туйӑннӑ уншӑн. — Унтан Сталин манпа калаҫма пуҫларӗ, штурмовщинӑшӑн кӑштах ятласа илчӗ… — Апла, ун ҫинчен ӑна каласа кӑтартнӑ, — терӗ Городцов, аппарат тӗрӗс ӗҫленӗшӗн мӑнкӑмӑлланса. Кӑмӑлӗ епле ун? Вӑл куҫӗсене ҫӗклерӗ те пиччӗшӗ ҫине пӗр самант нимӗн чӗнмесӗр, тинкерсе, аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ. Эсир те, Наташа та ҫапла-и? — Ҫапла пулмасӑр? — ҫӗкленсе кайса каланӑ Фома. Пурте ырӑ, анчах пӗр шухӑш ҫеҫ мана канлӗх памасть. Мӗншӗн капитан пирӗнпе пӗрле тухмарӗ-ши? Залрисем кулса ячӗҫ. Окушев сцена ҫинчен сиксе анчӗ те ларчӗ. Кунта пурӑнакансем каланӑ тӑрӑх, Кисловодскри сывлӑш савӑшас енне туртать пулас, ҫавӑнра, имӗш, Машук патӗнче пуҫланнӑ романсем пурте кунта хӑйсен вӗҫне ҫитеҫҫӗ-мӗн, чӑнах та, кунта пур ҫӗрте те улах вырӑн, ем-ешӗл тусем хушшипе шавлӑн кӑпӑкланса сиксе юхакан шыв хӗрринчи ҫӑка аллейисен чӑтлӑхӗ те, урлӑ та пирлӗ ҫӗкленекен тӗксӗм ту хушшисем те, кӑнтӑрти ҫӳллӗ курӑкпа та шурӑ акаци пӑсӗпе тулнӑ техӗмлӗ сывлӑш та, лапӑ вӗҫӗнче пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, Подкумок енне ут-вӗттин сикекен сулхӑн шывсен тӗлӗнмелле ытарайми сасси те — пурте юмахри пек туйӑнать. — Кашни йывӑҫӗ айнех алтса чикнӗ-и? Ҫырма шывӗ, е тинӗс пырӗ урлӑ каҫмалла пулсан, вӑл нимӗн иккӗленсе тӑмасӑр шыва кӗрсе каять те, епле пулсан та тепӗр енчи ҫыран хӗррине тухать. Сире арестленӗ пулсан, мана та хӑвармастчӗҫ вӗт!.. Сид ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем пирки шутласа хӑй пуҫне ҫӗмӗрчӗ, хӑй ҫапах нимӗн те шарламарӗ. Ҫумӑр пушара сӳнтернӗ, унта-кунта кӑна ҫурт тӑрри айӗсене, чӳречесем витӗр вут ялкӑшни палӑркалать те, тӗттӗм хула тӗллӗн-тӗллӗн хӗрелсе ҫуталса каять… Амӑшӗ, ку ҫынсем ӑна хӑйне темскер хушасшӑн пулнине, унран темскер кӗтнине туйса, васкавлӑн ыйтрӗ: — Ну, мӗнле-ха вара? Пире — чун валли сахӑр кирлӗ, ку вӑл ачашлани пулать! Пирӗннисене куртӑн-и?» Вӑл татах Деннине ҫапса ӳкернӗ те, аллисене усса канса тӑнӑ. Пӗр-ик ҫеккунтран эпир хытӑ тӳплеттерсе ҫапнӑ сасӑ илтрӗмӗр, йытӑ татах пӗр-ик хут хӑлхана ҫурасла ҫухӑрса илчӗ те шӑпӑрт пулчӗ — пӳлӗм те шӑпланчӗ, пастор хӑйӗн сӑмахне хӑш тӗлте чарӑннӑ, ҫавӑнтан малалла тӑсрӗ. Пӑртак тӑрсан мана ӑҫта та пулин яратчӗ е ҫапла калатчӗ: — Параднӑй картлашкисене эсӗ мӗнле шӑлса тухнӑ? Шлюпка пӗр чарӑна пӗлмесӗр ҫыран хӗрринчен сквайр тусӗсене, — мистер Брэндли евӗрлисене, сквайра телейлӗ кайма тата киле ыррӑн таврӑнма сунакан ҫынсене турттарса тӑчӗ. Ӑна тӑвасси ҫӑмӑл ӗҫ мар иккен. — Вӗсен мана та хӑна тумалла, кама-кама пулӗ те, мана тӳпи тиветех, — кӑшкӑрарах каларӗ Цанко арӑмӗ, — вӗсене хам ҫураҫтартӑм теме те пултаратӑп. Инсаров пӑхать, старик вара сарӑлать, шыҫать, ӳсет, акӑ вӑл ҫын мар ӗнтӗ — пысӑк йывӑҫ… Вӑл вӗсене ҫывӑрмалли пӳлӗме ертсе пычӗ те ҫапла каларӗ:— Ҫӑвӑнӑр та урӑх тумтир тӑхӑнӑр. Вӗсен Эпӗ тени килесшӗн пулман. Эпӗ хамӑн куҫӑм курнине те ӗненместӗп; анчах ҫан-ҫурӑма пӗҫерсе хӗртекен сывлӑш ҫакна ирӗксӗрех ӗнентерчӗ. Майор пит-куҫне чалӑштарса илчӗ. — Эпӗ тутлӑ мар пулнӑшӑн телейлӗ! — тесе вӑл татах ученӑя вӑрҫтарасшӑн пулчӗ. Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр, эпир ӑна «Мария Ҫӗрӗ» тесе ят патӑмӑр. Базаров ӑна илсе каясшӑнччӗ. Пысӑках мар шыв упрамалли вырӑн, вара… Икӗ ярӑмлӑ погонӗ пӗри капитан пулнине палӑртнӑ; иккӗмӗшӗ, пӗр ярӑмли, аслӑ лейтенант пулнӑ; виҫҫӗмӗшӗ, унӑн пушӑ шевронӗсене пӑхсассӑн, кӗҫӗн лейтенант пулнӑ пулас. Выльӑх картинче ӗне хӑй айне сарса панӑ улӑма кӑштӑртаттарать, пӑшӑрханать: унӑн часах пӑруламалла ӗнтӗ. Ӑна ман ҫине кӑтартаҫҫӗ, вӑл ман мӑйран уртӑнать те куҫҫуль юхтарса савӑнӑҫлӑн: «Ҫӗнтерӳ!» — тесе кӑшкӑрать. — Ав епле эппин… Улпут майрине эсӗ, темӗн пекех кирлӗ пулман та, унӑн пирӗнтен иксӗмӗртен суйласа илмелле пулсан, — эсӗ тытӑнса тӑраймӑн тусӑм! Унтан, чӳрече патне ларса, ҫӑкӑрпа чей ӗҫеттӗмӗр. — Ҫук, — тесе ҫирӗплетрӗҫ Паганеле итлекенсем пурте, майор та вӗсенчен юлмарӗ, — ҫук, Грант капитан Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем патӗнче хӗнхур курса тӑма пултарайман, — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн калавне. Эс мана ҫакна кала-ха, пичче, ӑҫта чикӗпӗр ку вилесене? Йӗрӗ те ан юлтӑрччӗ. Пӗр вӑл кӑна. Унтан касса илнӗ ҫӑм мана виличченех ҫитет пулӗ тесе шутланӑччӗ, анчах ҫук, пӗр мӑшӑр ҫеҫ ҫыхма ӗлкӗртӗм, юлашкине карчӑк тупнӑ та, тулта ним юлмиччен ҫунтарса янӑ. Лоцман, хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пек, малалла сӑмахларӗ: — Тӗрӗс, Ле-Менкье… Шӑнса пӑсӑлма нумай кирлӗ-им? Сахал-им ҫӗршывра ҫакӑн пек юн юхнӑ вырӑнсем? Эпӗ ӑнӑҫлӑн анса ларасса ӗненетӗп. Икӗ ҫынсӑр пуҫне, хушнине пурте итлерӗҫ, иккӗшӗ вырӑнтан та тапранмарӗҫ. Йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ хула ыйӑха кайнӑ пек курӑнать; чаплӑ ҫуртсен шӗвӗр тӑррисемпе ахаль пӳрт тӑррисем тата тӗкмесем аякри пушар ҫутипе ҫутала-ҫутала илеҫҫӗ. Император мана хӑй хӑватлӑ та уҫӑ кӑмӑллине кура чаплӑ йышӑнчӗ. Малтан иклетет, унтан чыхӑнать-чыхӑнать те унӑн хӑсас килсе каять, хӑснӑ чух пӗтӗм пырши-пакарти сиксе тухас патне ҫитет. Фють! — Хулара калӑп… Ун патне ҫитесси пӗр тӑват-пилӗк утӑм юлсан, Марийка чарӑнса тӑчӗ. — Вӑл! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, аллисене саркаласа пӑрахса, куҫне хупса, чӑрӑш айнелле ыткӑнчӗ. Пӗтессинчен хӑрамастӑп, курнӑ эпӗ вӑл вилӗме!» Ҫӑкӑр мар сана, кӗл тумалла ҫӑлса хӑварнӑшӑн, куран вуламалла», терӗм. Володьӑна чӑн малтан кӑларттарчӗҫ. Вӑл пӗр билетне, кӑшт вӑрӑмраххине, кӑларчӗ, анчах та ҫав самантрах ун пуҫне улӑштарас шухӑш пырса кӗчӗ, — вӑл вара пӗчӗкреххине, тачкараххине илсе сӳтсе пӑхрӗ, ун ҫине «каймалла» тесе ҫырнӑ. Хӑй чечексем тултарнӑ корзинка тытнӑ. — Тем тесен те вӑл — ытарма ҫук лайӑх, — терӗ Марья Николаевна, те шухӑша кайнипе, те шухӑшӗсем пӑтраннипе. Ҫапла Ҫӗр чӑмӑрӗ тавра чи малтанхи хут ҫаврӑнас ӗҫ виҫ ҫула вуникӗ кун ҫеҫ ҫитменнипе вӗҫленнӗ. Тӗрӗс ӗнтӗ, мировой патне… — хурлӑхлӑн йӑл кулса илчӗ Лодыжкин. Анчах вӑл шикленсе унталла-кунталла пӑхма пуҫларӗ. Вӑл кухньӑналла кӗрсе кайрӗ, эпӗ, чӳрече патӗнче ларса, шухӑша кайрӑм та, сасартӑк: — Ав еплескер вӑл! — тенине илтрӗм. Обер-офицер арӑмӗ, хӗрӗх сакӑр тенкӗлӗх шалу, ултӑ ача, кипкесем, юрлӑх… Хӑпшӗр каҫсенче Лисицын патӗнчи пысӑк сӗтел хушшинче виҫӗ юлташ: Лисицын хӑй, Корчагин тата парти райкомӗн ҫӗнӗ секретарӗ Лычиков сӗм тӗттӗм пуличченех лараҫҫӗ. Эсӗ мӗн-пушах пыратӑн? Чӗлхине кӑларса пӑрахнӑ хура йытӑ ҫулакансем патӗнчен кӳме еннелле чупма тытӑнать, ахӑртнех, ҫынсене вӗрсе кӗтсе илес тет пулӗ вӑл, анчах ҫурма ҫултах чарӑнать те хӑйне пушӑпа юнакан Дениска ҫине ҫилленмесӗр пӑхать: ҫук, вӗрмешкӗн шӑрӑх! — Шӑнса пӑсӑлать, — терӗ Юргин. — Каш пӗлет вӗсене, такама тытаҫҫӗ вӗсем кунта. Унӑн кӑмӑлӗ питӗ лайӑх, ун пек кӑмӑл ҫамрӑксен спорт ӑмӑртӑвӗсем вӑхӑтӗнче пулать; ҫавӑн пек чух пин ҫын куҫӗ умӗнче трусипе тата майкӑпа чупма нимӗн чухлӗ те намӑс мар, ҫамрӑк ӳт-пӳ чи илемлӗ те ытти чух пулман хусканусем тӑвать, пӗр вӑтанмасӑр ҫивӗччӗн вылять. Анчах, юри пекех, халӗ вӑл «Испаньола» енне айккипе ҫаврӑнса тӑрса питӗ лайӑх мишень пулса тӑчӗ. — Эсӗ луччӗ акӑ мӗн кала мана: чаҫӑн ҫапӑҫу йӗрки мӗнле-мӗнле ыйтусене тивӗҫтермелле? Ҫӑварне ҫурри таран карнӑ, кӑвакарса кайнӑ тута хӗррисем хӑрушшӑн йӑл кулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, икӗ ӗрет шурӑ шӑл курӑнса тӑраҫҫӗ. Палларӗ-ши вӑл мана? Тӗксӗм ӳт-тирӗ, хура ҫӑра ҫӳҫӗсем, сӑн-сӑпачӗ — пурте испанец йышши ҫынсем майлӑ пулнӑ. Амӑшӗ пӳрте таврӑнчӗ те, чӗлхесӗрри мӗн ҫинчен каланине пӗлнӗ хыҫҫӑн, йӑл кулса пуҫне сулларӗ. Кунта халь вӑхӑтра ҫаклатса илни паха, кая юлмалла мар!» Мана Гусарша тесе чӗнеҫҫӗ. Ытти вырӑнӗсене экзамен тытман шкул ачисем йышӑннӑ. — Мӗн кирлӗ сана? Анчах ӗҫсем урӑхла пулса тӑнипе, мана чӑн та вӗсен пурнӑҫне ҫӑлма тиврӗ. Мучи хӗвел ҫинче чылайччен хул айӗсене хыпала-каласа тӑчӗ. Король ыйтрӗ: кам тӳррипе айӑплине татса пама мӗн чул вӑхӑт кирлӗ тата мӗн чул вӑхӑт иртет? Ия, «вӑтамскер». — Эсӗ киле таврӑнма пултаратӑн, Бенито. — Эпӗ вара — ӗненетӗп, — терӗ Хохлов. Княгиня каллех ирӗксӗртен пек, анчах ирӗксӗртен мар кулса ячӗ. Ҫӳллӗ йывӑҫ тӗми мана вӗсенчен хупласа тӑрать; анчах ҫулҫӑ витӗр эпӗ вӗсене йӑлтах куратӑп, вӗсене пит-куҫран пӑхнипех калаҫу ытла ачаш сӑмахсемпе пынине тавҫӑрса илтӗм. Кала мана, тархасшӑн, эсӗ ҫавна епле пӗлетӗн? Туземецсен агитаторӗсем мӗнпур халӑха хӗҫпӑшал тытма чӗннӗ, «тата тепӗр хут кӑна тытӑнмалла, вара шурӑ ӳтлӗ ӗмӗтсӗрсене хамӑр ҫӗр ҫинчен ӗмӗрлӗхех хӑваласа кӑларатпӑр», тенӗ вӗсем. Генералсем Воропаев тӗрӗс туни ҫинчен тата тӑраничченех ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, халӑх хушшине кайма кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Епле тумланни тата ҫӳҫне тураса тирпейлени енчен пӑхсан, Софья Ивановна ҫамрӑк сӑнлӑ пулма тӑрӑшни палӑрать, унӑн ҫӳҫӗнче кӑвакарнӑ пайӑркасем пулас-тӑк, вӑл вӗсене ҫынна кӑтартман пулӗччӗ. Лешӗ, тутине ҫыртса, пуҫне пӗр шарламасӑр карнӑ кантӑк еннелле пӑрчӗ. Вӑл — питӗ те питӗ хаклӑ тӗтӗм. Африкӑри тискер ҫынсен вара сутассипе илесси пӗр пек хӗрӳллӗ. — Эпӗ санӑн картишӗнчен кӑна ҫапла ҫуран утса тухатӑп, урамра мана хамӑн автомобиль кӗтсе тӑрать, — шӳтлесе илчӗ чун хавалне ҫухатман подпоручик, унтан, Половцев йӗнер ҫине утланса ларсан, йӗнер пускӑчин чӗнӗнчен ярса тытрӗ те: — Ну, князь, тӑшман станне ҫитиччен, сиккипех вӗҫтер, эпӗ ҫуран та каях юлмӑп-и, тен, — терӗ. «Иван Иванович, тус пулӑрах, тепӗр курка!» Эсӗ, бретонец пулсан та, чысна упрамастӑн. Туфта Дубавӑна тӗплен вӗрентсе ӳкӗтлерӗ: — Партизанла хӑтланма пӑрахас пулать ӗнтӗ, ун пек ӗҫсемшӗн халӗ тӗрмене те кӗрсе ларма пулать. Каҫхи апатпа чей ӗҫнӗ самант ӑна часах хӑй кӗтнӗ вӑхӑт ҫитессе пӗлтернӗ, вара амӑшӗ ҫавнашкал музыка сеансӗсене питех кӑмӑлламан пулин те, шӑхличӗ ӑсти патне чупса кайса, ҫывӑрас умӗн пӗр-икӗ сехет хушши итлесе ларма хӑйӗн юратнӑ ывӑлне чармашкӑн пурпӗрех вӑй ҫитереймен. Лармалли вырӑн ҫинчен генерал шинелӗпе ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ ҫын ҫӗкленчӗ. Нумаях та пулмасть Лев аслӑ вырӑнта ӗҫлетчӗ. Ну, эсӗ, апла пулсан, яра пар, — терӗ вӑл сасартӑк аллисемпе хӑлаҫланма тытӑнса, — ав… ав, вӑрман ҫуммипе иртсен, вара каятӑн та, унта вара ҫул пулать; эсӗ унпа ан кай, ҫаплах сылтӑмалла та сылтӑмалла ил, сылтӑмалла та сылтӑмалла ил… Ҫынсем, ҫилленсе кайса, йывӑр тимӗр тушка тавра пухӑнса тӑчӗҫ, ун айне каток чиксе хума пикенчӗҫ, анчах та вӗсем ывӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ. Кайса тӑр, тӑванӑм, кайса тӑр; йывӑҫ хыҫнех тӑма та, хӑлхасене хуплама та пултаратӑн, куҫсене анчах ан хуп; кам та пулсан кайса ӳксен — ҫӗклеме чуп. Мӗншӗн мӑшӑрланаҫҫӗ-ха ҫынсем? Кунта Нансенӑн пур, тӗрлӗрен лоцисем, хӑй кӗнеки те пур. — Аппӑшӗ, вӗрентекенӗ, амӑшӗ рольне эппин, мӗнле калас килет — ҫавӑн пек калӑр. Шериф-ага уҫма хушрӗ. Итлесе тӑнӑ хушӑра Янси хӑй ҫумӗнче илемлӗ хӗр пулни ҫинчен те манса кайнӑ. Халь ӗнтӗ, йӗрӗнчӗксем, хуть те мӗн тӑвӑр мана! Анчах тӗлӗнсех кайрӑм: шыв вырӑнне эпӗ катӑрашкаллӑ типӗ гранит, чулне пырса сӗртӗнтӗм. Эпир чикӗ леш енче пулсан, вара эсир мана пӗтӗм тӗнче умӗнче хӑвӑрӑн ывӑлӑр тесе йышӑнӑр. Ҫуралнӑранпа 23 ҫул тултарнӑ, вӑтам пӳллӗ, сӑн-сӑпачӗ таса, сухалне хырать, куҫӗсем хӑмӑр, ҫӳҫӗсем сарӑрах, сӑмси тӳрӗ. Ку чухне халӑхпа кам ҫавӑн пек калаҫтӑр? — Тӗлӗнмелле вӑл — хӗвел тени! — мӑкӑртатать Изот, телейлӗн кулса. Вут ҫулӑмӗпе лава йӑтӑнса тухсан, вӗсене алла илсе кирлӗ ҫӗре яма май килӗ-ши? Ан кансӗрле мана. — Халӗ ӗнтӗ, эсӗ герой пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, — терӗ манӑн чунтан савнӑ мӑшӑр пулас хӗрӗм, — санӑн мана пӑрахса каймалла мар, Аксель. Ретсенче тӑракан чи ватӑ козаксем, кӑвакарнӑ куҫӗсене ҫӗрелле пӗксе, ним хускалмасӑр тӑчӗҫ; ватӑ куҫсенчен майӗпен куҫҫуль юхать; вӗсем ӑна ҫаннисемпе васкамасӑр шӑла-шӑла илеҫҫӗ, унтан, малтанах калаҫса татӑлнӑ пек, пурте пӗр вӑхӑтра аллисемпе сулласа, нумай хурапа-шурра курнӑ пуҫӗсемпе чӗтретсе илчӗҫ. — Мӗн калас сире? Ҫав салтаксем хӗрарӑмсемшӗн хаяррӑн тавӑрма тата ачасене хӑтарма шутлаҫҫӗ. Павелпа Эбнера пӗр пӳлӗмре выртса тӑни туслантарчӗ, Мартӑпа Ваймана Эбнерпа нимӗҫле калаҫма пӗлни ҫыхӑнтарчӗ. Алекссй ун патнерех пычӗ, ун ҫине палламан ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса, хуллен, кӑштах шӑхӑракан сасӑпа ыйтрӗ: — Манса кайрӑн-и? Эсир хӑвӑра пушшех чирлеттеретӗр, унтан каллех эмел ӗҫетӗр, каллех тухтӑр патне каятӑр. Халӗ ҫывӑрар ӗнтӗ. Пӑлана юланут хӑратнӑ пулӗ, тен? Асра тытӑнса юлнӑ йӗрсемпе паллӑсем кунта лайӑх ӳкрӗҫ, кун пек лайӑх вӗсене художник япалана ҫителӗклӗ таран сӑнанӑ хыҫҫӑн тек ун ҫине пӑхмасӑр ҫавӑн евӗрлӗ ӳкернӗ чухне ҫеҫ тума пултарать. Чӗрене, пуҫ мимине тата ӑстӑна сиплет вӑл. Анчах кунта хак ӳснине кам пӗлнӗ-ха? Пӑван ӑна кансӗрлемерӗ. — Кофе сансӑрах ӗҫес тенӗччӗ. Вӗсем каллех чарӑнчӗҫ. Мартини карлӑк ҫине таянса тӑчӗ, Джемма аллинчи зонтик вӗҫӗпе ҫӗр ҫинче майӗпен темӗскер шӑйӑркалама пуҫларӗ. — Апла пулсан кӑлӑхах килнӗ эсир, — терӗ полковник, офицерӗн платна кӗлеткине шанмасӑртарах пӑхса илсе. — Каҫарӑр… Ыйткалакансем хушшинче пӗр юхан-суранлӑ хӗрарӑм пурччӗ; ун кӑкӑрӗ ҫинчи сурансен хӑвӑлне эпӗ ҫӑмӑллӑнах кӗрсе кайса унта, ҫӗр хӑвӑлӗнче пытаннӑ пекех, пытанма пулатчӗ. Урӑхла пурнӑҫ, чӑнлӑхлӑ, тӗрӗслӗхлӗ пурнӑҫ тӑвасшӑн… пурин валли те ырлӑх тупасшӑн! Мӗн тӑвать вӑл кунта? Ну, лекрӗ хайхи пирӗн этем тетӗп, тӳрех епле хытӑ пӑркӑчласа лартрӗҫ. Гленарван патне пырӑр. Кам лампа е ункӑ хӑшкать, ҫавна пӑхӑнаҫҫӗ вӗсем. Вӑл вилӗмсӗр этем… ахӑрнех, ӗнтӗ ҫӗр аллӑ ҫултан та иртнӗ пуль? — Мӗн калаҫать вӑл? — ыйтрӗ атте, ун ҫине тинкерсе те хаяррӑн пӑхса. — Паша халех килет, эсир кӗтӗр пӑртак! — шӑп-пӑн сӗнчӗ амӑшӗ. Вӑл темскер каласшӑнчӗ, анчах ӗсӗклесе макӑрса ячӗ те калаймарӗ. Вӑйне пухса, вӑл малалла калама пуҫларӗ. Мӗнле туйӑнать сире, доктор, сирӗн енче миҫе хутчен пӑшалпа печӗҫ? Хула хыҫӗнче, выльӑх пусмалли хуралтӑ хапхине хирӗҫ, пӗр мӑшӑр ула лаша кӳлнӗ, ҫиелтен хура пустав витнӗ, темле тӗлӗнмелле урапа тӑнӑ; тупӑка ҫав урапа ҫине лартрӗҫ те панихида служить тума тытӑнчӗҫ, урамран, трубаран янӑраса тухнӑ пек, пӑхӑр хавассӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ; музыка «Боже, царя храни» каларӗ, виҫӗ чиркӳ чанӗсем янӑрарӗҫ, тусанпа тӗтӗм пек пӑтравлӑ кӗрлев юхса килчӗ: — Р-р-р-а-а! Сӑртсем ҫинчен ансан вӑл ҫулҫӳревҫӗсене Аргентина ҫыннисен аллине панӑ; вӗсем бакеано текен ҫул кӑтартса пыракансем, пампассен хушшинчи ҫулсене питӗ аван пӗлсе тӑнӑ. Ҫав ҫын Самюэль Вернон ятлӑ пулнӑ. Ҫумӑрпа пӗрле ҫил те вӑйланать пулмалла; чӑн та, ҫак кун ҫил сулхӑнланчӗ, ун хӑвӑртлӑхӗ ҫеккунтра утмӑл фута, урӑхла каласан, пӗр сехетре вӑтӑр пӗр мильӑна е 57 километр ҫурра ҫитрӗ. — Сирӗн валли эпир лайӑх паспорт тупатпӑр та хӑвӑра вӑрман хуралҫи тӑватпӑр… «Поддубецсем пирӗн ялсене йӑрансем пирки ҫавасемпе касаҫҫӗ!» тенӗ сӑмах пушар чухнехи пек ял тӑрӑх чупса кайрӗ, пурне те чӗнсе, килсене ҫаврӑнса пырса кӗчӗ. Керженец таврашӗнче пит пӗлсе тӑракан старовер кӗнекеҫӗн хурӑнташӗччӗ; купец ҫумӗнче манпа пӗр ҫулхи типшӗм те ҫивӗч ывӑлӗ пурччӗ, вӑл старик пичӗ пек кӑвак та пӗчӗк питлӗскерччӗ, шӑши ҫури куҫӗсем пек выляса тӑракан куҫлӑскерччӗ. Эпӗ, куҫа хӗссе, чӑмӑр витӗр пӑхрӑм. Анчах ку кирлӗ. — Юлташсем, — терӗ вӑл хытах та мар, пур сӑмахсене те витӗмлӗн татса. «Пысӑк сысна», — тет пӗри теприне, — «анчах пӗчӗк сысна ҫури тӗшне те тӑмастӑн». Чипер кай!.. Ҫапла ҫутатса тӑракан Уйӑх питне сасартӑк темӗнле мӗлке хуплама тытӑнать. Парижри пупсем айӑплисене ҫылӑх каҫарса ҫитерме ӗлкӗреймен. — Ҫырлахтӑр, мӗн эс! Вӗсем — усал кӑмӑллӑ халӑх. Аслатиллӗ ҫумӑр вӑйлансах пычӗ. Юлашкинчен ҫил капланса килсе, парӑса кӑкарса лартнине пӗтӗмпех татса пӑрахрӗ те ӑна аяккалла вӗҫтерсе кайрӗ. Диалог темиҫе минут хушши тӑсӑлчӗ. Патагонец аллисене кӑкӑр ҫине тытрӗ. Тата кашни ӳкерттерекенех хӑйне евӗрлӗ нумай хушу парать. Голю хӑйне лӑпкакан алла шӑршласа пӑхрӗ, кӑшт аяккинерех пӑрӑнса урине сиктерчӗ. Ҫав тери хытӑ шавланӑ пирки нимӗн те ӑнланма ҫук. Телейпе ҫиҫеҫҫӗ унӑн куҫӗсем. Ҫурӑм хыҫне вӑл пӗр хулпуҫҫи урлӑ кобылка тата хурчкана илӗртмелли чӑхпа копчик чикнӗ михӗ ҫакнӑ, тепӗр хулпуҫҫи урлӑ вӗлернӗ хир кушакне чӗн пиҫиххипе ҫыхса янӑ; ҫурӑмӗ ҫинчех, пиҫиххи хушшинче, пулькӑсем, тар тата ҫӑкӑр хунӑ хутаҫ, вӑрӑмтунасене хӑваламалли лаша хӳри, пысӑк кинжал тата икӗ вӗлернӗ фазан пур, кинжалӗн ҫуркаланса пӗтнӗ йӗнни хытса ларнӑ юнпа вараланнӑ. Хӗвел ҫути ӳкекен енче ҫапах та пирӗн тулли Уйӑх ҫутатнинчен 275 хут ҫутӑрах. Халӗ сирӗн кӗске сӑмаха итлер, Половцев есаул. Ҫывратса ямалла пӗрпек кӗрлекен моторсен шавӗнче мӗнпур шухӑшсем арпашӑнса кайрӗҫ, тӗлӗрме тытӑннӑ Алексейӑн юлашки шухӑшӗ ҫакӑ пулчӗ: ҫӗр ҫинче вӑрҫӑ та, бомбӑсем ҫурӑлни те ҫук; урасем те пӗр лӑпланмасӑр асаплӑн сурса ыратмаҫҫӗ пек, Мускавалла вӗҫекен самолёт та ҫук; ҫаксем пурте Алексее, хӑй тахҫан катари Камышин хулинче, ача чухне тӗлӗнмелле кӗнекере вуласа курнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗҫ. — Хӗрсем мӗн тӑваҫҫӗ, — тавӑрчӗ Устенька, — эпӗ киле каятӑп, Марьянка та пирӗн пата пырасшӑнччӗ. — Чӑнах-и? Ҫурталлӑ тияккӑн мар эс! «Ҫитӗ, намӑссӑрсем!» — терӗ старик, горничнӑйсене витлесе. Лихо ытлашши ухмахах мар-тӑк, ҫак ыйтӑва хӑех сирсе янӑ пулӗччӗ. Итле-ха: ку вӑл шыв шӑмпӑлтатни мар, эп улталанас ҫук, — унӑн вӑрӑм кӗсменӗсем ҫапӑнни ҫапла илтӗнет. Траншея хыҫӗнчи йывӑҫ тӗмисемпе курӑксене мамӑк пек пас тытса лартнӑ. — Мӗншӗнне пӗлместӗп: хваттер укҫи тӳлемен пирки терӗҫ. Темле майпа пӗр-пӗр пӳрт ҫинчен пырса лекнӗскер ӗнтӗ ку. Вӑрманӗнче те, вӑрман таврашӗнче те, пур ҫӗрте те, воронкӑсем курӑнаҫҫӗ, ҫунӑк машина кӗлеткисем, кӳлсе кайнӑ лаша виллисем тата урапа тенелӗсемпе кустӑрмисем йӑванкаласа выртаҫҫӗ. Часах Мадерана ҫитетпӗр, вара эсир унта Европӑна килекен карап ҫине ларатӑр. Округра, ял пурнӑҫӗн выставкинче, уншӑн, ҫав ӑратлӑ лашашӑн, награда тата грамота илтӗм. Манӑн халӗ ӑҫта каймалла пулать ӗнтӗ? (Вӑл хӑйӗн хӗвелпе пиҫсе хуралса кайнӑ ӗнсине хыҫса илчӗ.) Кӗркунне, тепӗр ҫур ҫултан! Алӑ паратӑп. Офицерсем аллисене карттусӗсен сӑмси ҫумне тытрӗҫ. Анчах сасартӑк вӑл ҫиле хирӗҫ ҫаврӑнчӗ те, усӑнса аннӑ парусӗсемпе лӑпах чарӑнса тӑчӗ. Юрать-и? Юлашки сӑмахне каланӑ чух Цветаев тӳсеймерӗ, куҫне пытарчӗ. Телее пула — хальхинче телее пула ҫеҫ! — сулӑ труках хускалса илчӗ: ҫыранран ҫирӗм пилӗк чалӑшра вӑл хӑйӑр ҫине ҫитсе чарӑнчӗ. Хӳмене пӗтӗмпех шуратса лартнине курсан, шуратнӑ ҫеҫ те мар, извеҫпе темиҫешер хут тӑрӑшса хулӑннӑн сӗрсе лартнине тата хӳме ҫумӗпе ҫӗр ҫине те шурӑ йӗр туртса тухнине курсан, Полли мӑнаккӑшӗ питех тӗлӗнчӗ. — Акӑ эсир те! — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл. — Доктор ӗнер каҫхинех Лондонран ҫитрӗ. Тӗссӗрленсе кайнӑ гимнастёркӑпа вӑл, шинельне чӗркесе ҫакнӑ, аллинче унӑн винтовка. Ӗшенчӗклӗн танкӑлтатса пынӑ хушӑра, тусанланнӑ питне вӑл час-часах пилоткипе шӑлкаласа илет. Тарнӑ-ши, ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ-ши? Тырӑсем акса пӗтеретпӗр те акӑ — окружкома тухса вӗҫтеретӗп. Пӳлӗмрен вырӑс чӗлхине хуҫкаласа:— Кӗрӗр, — тени илтӗнчӗ. Спэнглер тӗрӗс каланӑ: тӗлӗнмелле юланут пӗр хушӑ тӑнӑ вырӑн лӑпах отряд ҫулӗ ҫинче пулнӑ. — Ҫунатти пулма кирлӗ, — лӑпкӑн хуравланӑ Щукарь мучи. Эпӗ ӑна кӑтартӑп. Арина Власьевна хуллен макӑрчӗ; упӑшки ирхине икӗ сехет хушши ӳкӗтлемен пулсан, вӑл, пӗтӗмпех ҫухалса кайса, хӑйне тытайми пулнӑ пулӗччӗ. Ку — паха ӗҫ, — терӗ. — Санӑн ӑна чармалла, — терӗ, юнашар ларакан Голуба чавсинчен тӗртсе. — Ыраттартӑн-им? — ыйтрӗ Никита, ӑна аллинчен ярса тытса, — ашшӗ, ун еннелле сулӑнса, ӑна кӗлеткипе , тӗртрӗ те хуллен:— Шӑнӑр татӑлчӗ пулас… — терӗ… — Хапху ҫӑраҫҫине пар-ха, тияккӑн. Кайран пӗтӗмпе каласа парӑп. Эпӗ ҫӗмрен кантрине туртрӑм. Урса кайнӑ чӗрчун ман ҫине сикрӗ, эпӗ персе ятӑм. — Мӗнле туятӑр паян хӑвӑра, анне? Пур енчен те лайӑх пиншак! Вӑл офицерсене пит нумайӑшне пӗлнӗ, мӗншӗн тесен форта лашасем сутса пурӑннӑ. — Ҫук, сэр, — тетӗп эпӗ. — Слободкӑна чупрӗ. Ерофей Кузьмичӑн чунӗ савӑннипе сиксе вылянӑ: хуҫалӑхӗ хӑвӑрт тӗрекленсе пынӑ, часах ӗнтӗ ӗмӗтленнӗ ӗмӗт ҫитессе те шанма май пулнӑ. — Эсӗ кам? Митя, кӑвакарчӑн пекех, вӗҫӗмсӗр нумай ҫиме пултарнӑ; аслӑ Артамонов ун ҫине тӗлӗк курнӑ пек, тӗлӗнсе, куҫӗсене мӑчлаттарса пӑхнӑ та:— Кун пек кӑмӑлпа эсӗ ӗҫме тивӗҫ. Лукашка ерипен Марьяна патне пырса тӑчӗ. Питӗ аван, эпӗ вара ӑҫта пурӑнас килет, ҫавӑнта пурӑнма тытӑнатӑп. Эсӗ: Вӗсем Хӗвел системинчи чӑн-чӑн улӑпсем! — тейӗн. Эпӗ ҫырма пӗлместӗп, анчах эпӗ сирӗн расписка ҫине хӗрессем лартма пултаратӑп, ҫавӑ документ валли пӗтӗмпех ҫителӗклӗ ӗнтӗ. Акӑ эпӗр сӗтел хушшинчен тухрӑмӑр та сада ик енлӗ выляма кайрӑмӑр; ҫамрӑк улпут ҫавӑнта пырса ҫитрӗ. Эпир, ирӗклӗхе хӳтӗлекенсем, ҫак трагедирен ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлатпӑр. Ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ еннелле кайса, эпир Подзорная Труба тӑвӑн хулпуҫҫийӗ патне ҫывхартӑмӑр. Пиртен аялта хӗвеланӑҫ енчи сарлака залив курӑнать, нумаях та пулмасть унта эпӗ челнок ҫинче ывтӑнса, ҫаврӑнса ҫӳренӗччӗ. Пурте картинӑсене хӑвӑрт та лайӑх тутарасшӑн. Ҫынни итлекенскер пулчӗ. 1959 ҫулхи сентябрӗн 21-мӗшӗ тӗлне вӑл Ҫӗр тавра 7 000 хут ҫаврӑннӑ. Пулнӑ кунта ҫаплах Нафансен ывӑлӗ Азария та, — хыткан, чирлӗрех питлӗ, куҫӗсем тавра тӗттӗм ункӑсен пуснӑ, вӗчӗх, тӑрнаккай ҫын; ыр кӑмӑллӑ, сапаланчӑкрах Иосафат та, историограф; Ахелар та, Соломон килӗ-ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; Завуф та, патша тусӗ текен ятпа ҫӳрекенскер; Соломонӑн аслӑ хӗрне — Тафафие — качча илнӗ Бен-Авинадав та; Бен-Гевер та, Васанри Аргови облаҫӗн начальникӗ, — йӗри-тавра стенасем тытса ҫавӑрнӑ, пӑхӑр сӑлӑпсемпе питӗрӗнекен хапхаллӑ утмӑл хула пӑхӑнса тӑнӑ ӑна; Ваана та, Хушай ывӑлӗ, сӑнна тахҫан вӑтӑр парасанг таран ывӑтма пултараслӑхпа чапа тухнӑскер, тата нумай-нумай ытти те. — Ҫаплах: мана, Сида, тата… тата пӑшала! — терӗм эпӗ. Половцев Хопровран икӗ хутчен ыйтрӗ, унтан хайхискерӗн пӳрнисене хуҫкалама тытӑнчӗ. — Тен, эпир татах страуссен кӗтӗвне тӗл пулӑпӑр, — калаҫрӗ Гаррис. Владимир тӗнчере мӗн пуррине пурне те манса пекех вуланӑ вӗсене, шухӑшӗсемпе телейлӗ ҫемье кунҫулӗн ырлӑхӗ ӑшне путнӑ та, вӑл вӑхӑт иртнине те туйман. Стена ҫинчи сехет вунпӗр ҫапнӑ. — Ҫук, — терӗ Паганель, — мӗншӗн тесен Ҫӗнӗ Зеланди — утрав, урӑх нимӗн те мар, Соntin — тени вӑл соntinuelle — пӗрмай сӑмахӑн пайӗ пулать. Эпӗ тыткӑҫа урапа пусрӑм та ҫав ҫунат ҫине хам машинӑна яра патӑм. «Ахалех. Эпир султана мирлӗ пурӑнма сӑмах панӑ». Каҫарӑр. Тӗрӗк ялӗсем, тӗттӗм пулса ҫитнӗ май, ҫӑва ҫинчи пекех шӑпланаҫҫӗ. Вӑрӑ-хурахсем ӗнтӗ ҫӗҫҫисене хӑйраса пӗтернӗ, купсана чиксе вӗлерме хатӗрленеҫҫӗ. Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, Мересьев хӑйне полк командирӗ хӑваласа ҫитнине, вӑл ӑна ҫак ачалла ӗҫе тунӑ чух курнине тавҫӑрса илчӗ. — Эпӗ те санпа пӗрле бастиона пыратӑп. Лешсем кулкаласа илеҫҫӗ, пит савӑнӑҫлах та ухутӑнах мар та, ҫапах кулкаласа илеҫҫӗ. Хамӑрӑн халӑхпа пӗрле ҫапӑҫу хирӗнче тӑшмана ҫӗнтернӗшӗн кӑна мар, хӑйӗн вӑйне танлаштарса тӗрӗсленӗ пирки те вӑл киле ҫӗнтерӳҫӗ пулса таврӑнать. Давыдов хӑй колхозницисене ачаш сӑмаха шеллемесӗр ӳкӗтленине кура лешсем ним тума аптраса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Ют ҫӗршыва каяс, тет, — кай тархасшӑн! Ара, эсӗ тӑлӑх арӑмпа туслӑ вӗт-ха? — Мӗншӗн? Тинӗс хумханмасть-ха, ҫавӑнпа ун силлевӗ вӑйлах мар. «Мӗншӗн ӗнер килмерӗм-ши? — Суятӑн вӗт, Степан! Ун тавра пӗр пӗлӗт татӑкӗ те ҫук. Ҫапах та, конюх лашана тем пулнине тӳрех курнӑ: турӑ лаша сиксе чӗтресе, хӑранӑ пек йӗри-тавра пӑхкаласа тӑнӑ. Джефф хапхаран пырса кӗрсен, Том ун патне чупса пычӗ, ӑна пур майпа та йӑмӑкӗ ҫинчен сӑмахлаттарма тӑрӑшрӗ, анчах лешӗ, тӑмсайтарах пулнӑран, сӑмах тӗртнисене чухлаймарӗ. Йӗкел вӑррийӗ пӗчӗк ҫеҫ кедр мӑйӑрӗ пекех. Ыттисем те, унӑн сӑмахне илтсе хавхаланчӗҫ, тӑна кӗнӗ пек пулчӗҫ. Сасартӑк каллех леш сасӑ янраса кайрӗ. Анчах халӗ вӑл юрламарӗ, таҫтан инҫетрен пек кӑшкӑрчӗ, унӑн сасси вара Подзорная Труба тӑвӑн хушӑкӗсем тӑрӑх майӗпен янраса кайрӗ. — Ҫук, чӑнах та, мӗн вара… — Итле-ха, эпир мӗн шут тытнине тавҫӑрса илмест-ши вӑл? Пӑхсамӑр, ара, эсир, лаша ҫинче мӗнлерех вӑл авӑ! «Ку кашкӑр та мар, — тесе шутланӑ ача. — Анчах сирӗн пирки мӗн тери хӑрарӑм эпӗ! Шуйттан пӗлет-и, мӗн тери хӑрарӑм. Санпа Лёльӑнни пек алӑсем валли ӗҫ тупӑнатех! Мӗн пулса иртнине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн та Горевӑна ҫӑмӑл пулмарӗ. Мересьев хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Стефчов ҫавӑнтах иккӗленсе илчӗ. Шуйттан пӗлет-и ман асаттен ашшӗ мӗн чирпе сывмар пулнине, ара эпӗ ӑна куҫпа та курман-вӗт! Вӑл мана пуҫран тытӑнса ура тупанӗ таранах тӗсесе пӑхать. Ывӑнма — ир-ха! Ухмахсемсӗрех…» тесе кӑшкӑрать? Ку ӗҫ ҫинчен питӗ тӗплӗн шухӑшласа пӑхма тивет. Хӑвалӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Кольхаун, надсмотрщике урӑх чӗнсе-мӗн тӑмасӑр, хай лашине шпорӗсемпе тӗртрӗ те малалла тапранса кайрӗ. Унӑн алӑкӗ тикӗс картишнелле тухать; ҫуртне пӗренесенчен пураласа тунӑ, тӑрӑшшӗпе вӑл ҫирӗм фут, сарлакӑшпе — вунпилӗк фут, ҫӳллӗшӗпе — вунӑ фут пулать. Уйра вара каллех Юргин:— Э-э-э!.. Эй! — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Нечо советник аллинчи шутламалли япалине ҫӳлелле ывӑтрӗ те кулса ячӗ, ҫамрӑк учитель ытти хӑнасен енне тинкерсе пӑхса илчӗ, Ставри пуп вара ҫапла каласа хучӗ: — Турӑ сыхлатӑрах хамӑра ҫав иртӗхнӗ ҫынсем илӗртесрен! Хӗрарӑмсем хӳре таврашӗнчи ҫӑва шӑратса тултарчӗҫ. * * * Тепӗр ирхине Исидора чӑнах та тапранса тухса кайнӑ. — О, сэр… — тесе мӑкӑртатрӗ Джон Мангльс. Ман чӗркуҫҫи ҫинче йытӑ тӗлӗрсе выртать, эпӗ ӑна Ҫил тесе чӗнетӗп, мӗншӗн тесен вӑл ҫӑмламас та вӑрӑмскер, пит хӑвӑрт чупать, мӑрьере кӗрхи ҫил шавланӑ пек харлатать. «Нумай нуша курнӑ Геновева» драмӑна арҫынсен шкулӗнче лартаҫҫӗ; ҫамрӑк вулакансенчен нумайӑшӗ вӑл драмӑна пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ утмӑлта ӗнтӗ. Ҫавӑрӑнкаласа, аллисемпе ҫупкаласа, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ тӑракан кӗтесселле каять, кӗҫех унтан кофтине хывса тухать, — хулпуҫҫийӗсем унӑн пышкӑсем пекех ҫаврака. — Ҫапла-а! — терӗ Николай, пӗчӗк сухалне шӑлкаласа. Пӗр эрне иртрӗ, икӗ эрне иртрӗ. Испани туйӑнчӗ-ши мана, е Испанирен янӑ ҫыруччӗ-ши, — темле арпашни, питӗ ҫамрӑкки курӑннӑ пек пулчӗ, ҫапӑҫусем мар, Валенси таврашӗнчи пӗчӗк улма сачӗсенче эпир вырӑссем иккенне пӗлнӗ карчӑксем пире ӑҫта лартса мӗн тӑвассине пӗлместчӗҫ. Вӑл ҫамрӑк ҫыннӑн чӗри мӗнле тапнине тытса пӑхрӗ. — Эпӗ сана курнӑ пулас-ха, — хушса хучӗ вӑл тепӗр самантран. Ҫакӑн чухне тин эпӗ министрсем тата патшасен таврашӗнчи пурнӑҫ мӗн иккенне ӑнланса иле пуҫларӑм. — Ан хӑра, йӑласене пӑсмастпӑр эпир, — ответлерӗ Джордж. — Асту вара. Ҫав вӑхӑтра пичче хӑйӗн ҫурчӗ-йӗрне асӑрхаса тытса тӑма Гретхена парса хӑварчӗ. Библие лайӑхрах вуларӑм та, — куратӑп: шухӑшласа кӑларнӑ! Ку нумай пӗлекен аслӑ тухатмӑш, ҫӗршывӑн ку пайӗнче ун пӗлӗвӗсене нихӑҫан та тӗрӗслесе пӑхман, кунта вӑл пӗрре те пулса курман. Уранпа Хӗвел хушши Ҫӗрпе Хӗвел хушшинчен вун тӑхӑр хут аяккарах. Е тата ҫавна пурне те виски турӗ пулӗ, тен?.. Тӑшман ҫинчен куҫне илмесӗрех Алексей юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ. Вӑл истребитель ҫинче урасӑр вӗҫме шутлани пурне те пустуй, пулма пултарайман, ытлашши шухӑш пек туйӑнчӗ. Эпӗ нимӗн те манман… Хӑйӗн телейсӗр шӑпине, савнӑ хӗрӗ сивленине пула хурланнине шӑхличӗн хуллен те чуна тивсе янӑракан кӗввисем лайӑхрах пусарӗҫ, тенӗ пулмалла вӑл. Хӑй пурнӑҫӗнче Артамонов пӗрремӗш хут ҫак ҫынтан ӑна ӗненсе ыйтрӗ: — Мӗнле шутлатӑн эсӗ? О, мӗн чухлӗ ирсӗрлӗх, айванлӑх, мӗскӗнлӗх тӗнчере! Леноре фрау тӗлӗрсе выртрӗ, ку вара ун хӗрӗшӗн питӗ ырӑ пулчӗ. Амӑшӗ аллине чашӑк патнелле тӑсрӗ, хӑйӗн пӳрнисем ҫинче хытса ларнӑ юн тумламӗсене курчӗ те ирӗксӗрех аллине чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, — юбки нӳрӗччӗ. Караван иртсе пыракан урамсене, пур тембесене, ҫак вӑхӑтра пушӑпа пӗрех читокӑна — пасар лаптӑкне — Дик хытӑ тинкерсе пӑхса илчӗ. Старик Дегтяренко ҫумнерех сиксе ларчӗ те, ун хӑлхине хӑйӗн ҫемҫе сухалӗпе кӑтӑкласа илчӗ: — Анчах эп шухӑшлатӑп та, вилсе каймасан юрӗччӗ ку, э? Шӑп ҫавӑн пек кун вӗсем Ольӑпа иккӗшӗ Атӑлӑн ҫӳлӗ ҫыранӗнче тӑнӑччӗ. Вӗсен тӗлӗпе, пӗтӗм анлӑ шыв талккишӗпе, тӑрисен ылтӑн шӑнкӑрав пек сассипе янракан хаваслӑ шӑплӑхра, шавсӑр та лӑпкӑн пӑр каятчӗ. Вӗсен хыҫҫӑн таса мар шыв юхнӑ пек ирсӗр, хаяр ятлаҫу илтӗнсе юлчӗ. — Апла тесен, эпӗ килӗшетӗп, анчах кунта ним лайӑххине те курмастӑп. Нагульнов юлташ сӑмах илет, урӑхла каласан, эпӗ. Вӑл илемлӗхе лайӑх туйса ӑнланатчӗ, ун ҫинчен ӗмӗтленекен ачанни пек лӑпкӑ сассипе пит лайӑх калаҫатчӗ. Ӑна хӑй хыҫӗнче такам хӑвӑрттӑн та хыттӑн пусса чупни илтӗннӗ пек туйӑнса кайрӗ; Служанка поднос ҫӗклесе кӗчӗ. Ыранччен тӑхтаса пӑхӑпӑр, анчах эсир ыран та пирӗн выльӑхсене памасӑр тӑрсан, вара хамӑрах илсе каятпӑр! Пӗтӗм тавралӑх та халичченхи пекех. ытарма ҫук илемлӗ, мӗн пурри тӗлӗнмелле кӗмӗл ҫутӑпа ҫиҫсе тӑрать, анчах халь ӗнтӗ ку илем ҫине пӑхса никам та киленмест: пурте тутлӑ ыйхӑра. Серёжа йӑмӑкне пукан ҫине лартрӗ те тӳрех пуҫларӗ: — Ӗҫсем ҫӑван пек. Анчах 1954 ҫулта Совет Союзӗнче тӗнчери пӗрремӗш атомлӑ электростанци ӗҫле пуҫларӗ. Вӑл пурне те хӑй еннелле ҫавӑрса илме пултаракан ирӗклӗ, савӑнӑҫлӑ ҫын манерлӗччӗ, уйра иксӗмӗртен пуҫне урӑх никам та ҫукчӗ. Гусев пысӑк ҫавра тӳпеме курать; вӑл шалта тӑваткал юпаран, стенан ылтӑн ҫырусемпе тата геометри фигурисемпе витӗннӗ пайӗнчен тӗревленнӗ. — Ҫук? Нагульнов, хӑйне аван мар туйса, Разметнова куҫран кӑн пӑхса илчӗ. Ҫул уҫа пулнӑ. Тасал кунтан! Манӑн сӑмаха нумайӑшӗсем илтрӗҫ, калама пултараҫҫӗ. Казондене килнӗ упӑшки мӗнле хӑрушлӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен шутлани, португал шантарнине ӗненменни, Уэлдон мистертан тӳлев укҫине илсен, ӑна тытса чарма та пултарни — ҫак шухӑшсем пурте пӗрле ӑна тӳрех, хӑй пӗччен маррине, юнашар ывӑлӗ пуррине мансах, Негоро сӗннине пӑрахӑҫлама хистерӗҫ. Кӳме чарӑнса тӑнӑ. Тӑваттӑмӗш кунне сотник хӑйӗн хӗрне шыв кӳме, урай шӑлма хушать. Ахаль хресчен хӗрне ӗҫлеттернӗ пек, тем ӗҫ те тутарать, ҫав хушӑрах тата пӳлӗмсене кӗрсе ҫӳреме чарать. Вӑл ӗнентерӳллӗ калаҫрӗ, анчах унӑн уҫӑлса кайнӑ халачӗн хутламӗсем айӗнчи кӑкӑрӗсем тата ӗнентерӳллӗрех пулчӗҫ. Тепӗр лавҫи, тата маларах пыраканни, усӑк хулпуҫҫиллӗ те вӑрӑм тӳрӗ кӗлеткеллӗ, ҫурӑмӗ хӑма пек лаптака. Сана капла тата килӗшерех парать! Асӑннӑ чирсемпе чирлекен ехусене йывӑр ӗҫлеттерсен, вӗсем те ытти йӗркеллӗ ехусем пекех пулаҫҫӗ. Ҫапла вӑхӑт чылай иртрӗ, ӗҫ вӗҫленсе те пыратчӗ ӗнтӗ, сасартӑк вӑрманта атте пӑшалӗ кӗрӗслетни илтӗнчӗ. — Хаклӑ пичче, сиртен пӗр сӑмах ыйтма юрать-и? Курман Колчо ӑна ытлах пулӑшайман пулӗччӗ те, Рада пур пӗрех хавасланса ӳкрӗ. Карчӑксем чӑлха-нуски ҫыхаҫҫӗ, ҫамрӑксем вӑрттӑн куҫ хӗсеҫҫӗ. Ҫак минутра ӑна Николая курма кӑмӑллӑ пулчӗ, унӑн шатраллӑ пичӗ те хитререх пек туйӑнчӗ. Тиншӗксене французла калаҫма хистес йӑла-хӑтланӑш та анлӑн сарӑлнӑччӗ ҫаплах: бонжур, мусьё; бонн нюит, мусьё; вуле ву дю те, мусьё, — малалла та ҫавнашкалах, ҫав евӗррӗнех, шутласа кӑларасса та вӗсене кичемлӗхе, хупӑнчӑк пурнӑҫӑн ансӑрлӑхне вӑхӑтлӑха сирсе, пӑртак та пулин йӑпанассишӗн, службӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнле кӑсӑклану ҫуккине хуплассишӗн ҫех шутласа кӑларнӑччӗ. Мӗншӗн пахча ҫимӗҫ таврашӗ сирӗн ҫук, тетӗп. Пӳлӗмре тарӑн темиҫе кресло, ҫинҫе ураллӑ темиҫе ешчӗк, вӗсен айккисенче — ҫавра экрансем. Халех ҫынсене чӗнетӗп. Хурахсем хушшинче пӑшӑлтатнӑ сасӑ илтӗнчӗ — часах пурте шӑпланчӗҫ. Мана ҫӗр варринче тытса кайрӗҫ, сирӗн патӑртан таврӑнсанах эппин, ну, конака ҫитерчӗҫ. Тивӗҫлӗ ҫынна тупиччен эпӗ хам мӗн шухӑшлани тата мӗн туни пирки никама та отчет парасшӑн мар. Чикмек чӑнах та ҫук. Техас ҫыннисем», — тенӗ вӑл. Паровозсен пайӗсене сӑрласси эсир тӑвакан ӗҫрен чылай кирлӗрех ӗҫ, — терӗ. Эпир кадетпа иксӗмӗр кайрӑмӑр. Малтан унран хӑйӗнчен ҫеҫ тӗпчесе ыйтнӑ, унтан мана хӗрӗпе куҫа-куҫӑн тӑратса ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн его величество эпир тӗрӗс каланине ӗненме пӑха пуҫларӗ. Никама та юратмасть, никама та хисеплемест, никамран та хӑрамасть… Анчах Ҫӑрттан мучи ун йышши мар. Аманнӑ урине меллӗн вырнаҫтарса, ӑна тӗркенӗ сӑхман ҫине хурса, сылтӑм урине ҫатан урапа ҫинчен усӑнтарса, вӑл ӗнтӗ шӑлсӑр ҫӑварне карса йӑл кула-кула илет, ватлӑх тӗссӗрлетнӗ куҫне кӑмӑллӑн хӗскелет, унӑн кушӑрханӑ пӗчӗк хӗрлӗ сӑмси, тӑван ҫеҫен хирӗн тӑван шӑршине каҫса кайса ҫӑтнӑ май, пӗр вӗҫӗмсӗр куҫкаласа тӑрать. — Асӑрхарӑр-и эсир унӑн кӑкӑрӗ ҫинче кӑшт ҫеҫ курӑнакан пӗчӗк П тата Б саспаллисене, — Б-не кайран ҫырма пӑрахсаччӗ вӑл, — унтан У, вӗсем хушшинче тире, ак ҫапла: П — Б — У. — Ҫакна вӑл хут татӑкӗ ҫине ҫырса кӑтартрӗ. Пин ҫуллӑха ҫамрӑклантӑм. Давыдов, ҫак мучин чӳлмек ванчӑкӗсем айӗнчен тухса, хӑмпӑланса тӑракан, кӑн-кӑвак кӑвакарса кайнӑ ытла та пысӑк кӑвапи ҫине пӑхрӗ те тусме ҫук хытӑ ахӑлтатса кулса янипе каҫӑхсах кайрӗ, сак ҫине пырса йӑванчӗ. Халиччен вӗсем пӗрмай тикӗс ҫӗрсемпех пыратчӗҫ, анчах ҫав кунхине иртнӗ вырӑнсем ун пекех пулмарӗҫ. Вӑл килте пулмасть, тактикӑллӑ вӗренӳре пулать, эпӗ вара сана, хам пултарнӑ таран, вӑйлӑ, вӑйлӑ, вӑйлӑ чуптӑвӑп. — Манӑн киле таврӑнма вӑхӑт, Василий Нилыч. Капла та нумай лартӑм, — терӗ Ромашов, ура ҫине тӑрса. Вӑл пит чухӑн тумланатчӗ, ун вырӑнне вара вазелинпа сӗрӗнетчӗ, ӑна нумай сӗрнӗрен хӗвеллӗ кун Грапӑн вазелинӗ ирӗлсе куртки ӑшне юхать пулӗ теттемӗр. А Тараска… кӑна эс вӑхӑтра асилтертӗн… Шомполсем патӑн-и эсӗ ӑна? Вӑл, ҫамрӑк Гордеевӑн пӑрахут ӗҫӗсене пӗтӗмӗшпех хутшӑнса ҫитсе, хӑйӗн лавккине сайра-хутра ҫеҫ кайкаласа килнӗ, Фоман ҫавӑнпа ирӗклӗ вӑхӑт пайтах пулнӑ. Эсӗ йӑлт калама кирлӗ! Инҫех мар, симӗс курӑк ӑшӗнче, лапсӑркка йывӑҫсен сулхӑнӗнче ҫӗр айӗнчен тапса тухакан, кӑпӑкланса шӑнкӑртатса выртакан сивӗ шывпа пит-куҫсене, алӑсене ҫусан уҫӑлсах кайрӑмӑр. — Лакса ларасчӗ ун ҫак чулпа…» Вӑл хӑйӗн хушаматне, званине пӗлтернӗ: доктор Давид Матье, Амбруаз Парэ больницинчи аслӑ врач, Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗ. — Эсӗ тӑшмана сисрӗне мӗн? Вӑл аллине тӑсса тискер кайӑка ҫурӗмӗнчен ачашланӑ. Вара, аманнӑ ҫынна аллинчен тытса, ним чӗнмесӗр, васкаса уй тӑрӑх ҫавӑтса кайрӗ. Эпир хамӑр ӗҫпе аппаланнӑ вӑхӑтра капитан хамӑра хӳтӗлемелли плана вӗҫне ҫитиех шутласа хунӑ. Судьясем ӑна хӑйсем тахҫан нумай ҫиме пултарнӑ, анчах та халӗ ҫӑткӑнлӑхпа усалланнине пӗртте пытарман выҫӑхнӑ этемсем пек туйӑнчӗҫ. Ӗнтӗ ҫур запалӗ ҫунса пӗтнине курсан, Андрей кӑшт ӑшӑннӑ бутылкӑна хыттӑн малалла вӑркӑнтарчӗ те окоп хӗррине ӳкрӗ. «Тӗрӗс тусӑм! Мӗнле килтӗн вара эс? Ҫав шухӑш выляни пулчӗ-и е апла мар-и, анчах эпӗ ирӗксӗрех ҫав сасӑ ҫамрӑк яшӑпа ҫыхӑнса тӑрать пулӗ терӗм. Манӑн чӑтма ҫук ҫавӑнта ҫитсе, мӗн пулма пултарнине пӗлес килсе кайрӗ. Илсе каймаллаччӗ. Алли ун, хӑйне те сисӗнмесӗр пулнӑ евӗр, час та часах Шурочка аллине пыра-пыра сӗртӗнчӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те текех пӗр-пӗрин ҫине пӑхмарӗҫ. «Дмитрий! — тесе ҫырнӑ Анна. Чуп часрах аннӳ патне! — тенӗ. Сӗтел хушшинчен ирхине тӑватӑ сехетре тин тухрӗҫ, Цимбал патӗнче ыйхӑран вӑраннӑ ҫӗре кӑнтӑр иртни икӗ сехет ҫитрӗ. Хӑйне тарӑхнипе кӑмӑлсӑрланнӑ Воропаев Цимбал ҫурчӗ умӗнчи хӑй хӗлле выртнӑ килхушшине тухрӗ. Куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ. Пӗлетӗр-и, Рыбин ҫинчен ял валли хут ҫырас пулать, вӑл хӑйне ҫавӑн пек хӑюллӑ тыткалать пулсан, ку ӑна сиен тӑвас ҫук. — Ҫитӗ ӗнтӗ, — мӑкӑртатрӗ хӑй, — ачасене тӗрӗксемпе ан хӑрат! Вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ ҫӗре Христофор Колумб тинӗсре ишме пӗлекен ӑста ҫын шутланнӑ. Ҫавӑ ҫеҫ вӑт… Полковник алкум ҫинчен анса Аграфена Ивановнӑна пуҫӗнчен тытса пӑхрӗ. Ҫак икӗ сутӑнчӑк ун умне килсе тухсан, вунпилӗк ҫулхи моряк вӗсене тӳрех, ҫирӗппӗн куҫран пӑхӗ. Ку сӑмахсем ҫумне тата акӑ мӗн хушмалла: Ҫӗре Хӗвел кӑна мар, Уйӑх, Меркурий, Венера, Марс, Юпитер тата ытти планетӑсемпе аякри ҫӑлтӑрсем те туртса тӑраҫҫӗ. Кунта халиччен усӑ курма тытӑнман ҫак хатӗр вут-шанкӑ запасӗ пӗтӗм Исланди халӑхӗн пурчӗсене ҫӗр ҫул ытла хутса пурӑнма та ҫитнӗ пулӗччӗ. Хӑш-пӗр айлӑмсенче ҫав торф сийӗсен хулӑмӑшӗ ҫитмӗл фута ҫитекеннисем те пур, торф сийӗ айӗнче вӗтӗ те яка чулпа хутӑш пемза туфӗн сийӗ выртать. — Мана качча пыратӑн-и? — ыйтрӗ вӑл хӗртен. Жаркий, организацин юлашкине те Бояркӑна ӑсатса, райкома пушатсах хӑварчӗ. Ӑнлантармалла, шухӑшне ҫавӑрмалла». Уэлдон миссис савӑнса кайрӗ. Ҫӗр тӗттӗмленсех, шӑплансах пычӗ. Мӗн ун тавра автан пек ҫӳретӗн? — Ҫапла-а! — капитан ҫине тискеррӗн виҫсе пӑхса, тӑсса каланӑ Маякин. Эпӗ унӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен нумай пӗлсе юлатӑп. Юрамасть! — Сыхлан! — кӑшкӑрса ячӗ Халл капитан. Аслатиллӗ ҫумӑр иртнӗ, вӗҫмесӗрех ывӑннӑ ҫуначӗсем аялалла усӑннӑ; анчах ҫак хавхалану уншӑн ахаль иртсе кайман: вӑл хӑй ӑшӗнче мӗн пулса иртнине палӑртасшӑн мар пулса, епле тӑрӑшсан та, пӑлханакан чӗре тунсӑхӗ унӑн пит-куҫӗнче палӑрнӑ, ашшӗ-амӑшӗсем вара унӑн «тӗлӗнмелле кӑмӑлне» ӑнланса илеймесӗр аптраса, хулпуҫҫисене сиктеркелесе илме те, тӗлӗнме те пултарнӑ. Пуҫӗ унӑн вӗреме пуҫларӗ — юнӗ тапса тухас пек пӑлханать; вӑл ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех Дубровские пӗлтересшӗн пулчӗ те аллинчи ҫӗррине мӗнле те пулин хӑй асӑннӑ юман хӑвӑлне ҫитерсе хума май шыра пуҫларӗ. — Эсир кун пирки иккӗленетӗр-им? Ӑна хирӗҫ:— Ҫук, — терӗҫ. Марийка йӑлӑмӑн ҫурҫӗр енчи хысакне пӑхса илчӗ, унта ишӗле пуҫланӑ шыв арманӗ пур. Анчах тӗкӗрне кӑшт аяккарах тытса пӑхрӗ те вӑл пачах урӑхла кӑшкӑрса ячӗ: «Ҫук, чипер эпӗ! Ҫав тери чипер! Ытарма ҫук! Мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳрӗп эпӗ пулас упӑшкама! Киревсӗр сӑмахсенчен унӑн тӑванӗсем, пӗлӗшӗсем чӗмсӗррӗн мӗнле йӗрӗннине вӑл лайӑх пӗлет, хӑй те, мӗншӗнне чухламасӑрах, вӗсем пирки ҫавнашкалах шухӑшлать, ҫавӑнпа та ӑна ку киревсӗр сӑмахсене ӳсӗрсемпе ашкӑнчӑксем ҫеҫ калама пултараҫҫӗ пек туйӑнать. Вӑл нимӗн те уйӑрса илеймерӗ, ӗҫ пӗтӗмпех пӗтнине анчах ӑнланчӗ. Вӑл ирхине, ултӑ сехетре вӑранчӗ. Ҫакӑн пек ҫӗртен тухса тарасси ҫинчен асӑнма та кирлӗ мар. Храмӑн стенисене пӗр ҫирӗм хут тӗрӗслесе тухсан, Гленарван ҫакна аванах ӑнланчӗ. Комсомолӑн округри комитетӗнче ӑна ҫӗнӗ районра сапаланса пурӑнакан комсомолецсене пуҫтарса вӗсенчен организаци тума хушаҫҫӗ. Атя, ут! Гм! Вӗсем харлаттарса ҫывӑрнӑ чух эпир, паллах, Джимпа иксӗмӗр ӑш каниччен калаҫса лартӑмӑр, эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм. Унтан Тоньӑн тиртен ҫӗленӗ ботисем ҫине пӑхса, кӑмӑлсӑр кулса илчӗ: — Поездран тӑрса юлма сӗнместӗп. Час-часах вӑл хӗрачасем ларнӑ еннелле пӑхрӗ. Бекки сӑн-пичӗ ҫине пӑхсанах, унӑн ӑшчикӗ вӑркарӗ. Ҫамрӑк хӗр ӑна питех юратман пулин те, ун ашшӗшӗн вара вӑл ырӑ хӑна пулнӑ. Пӑх-ха ӑна! — Ӳсӗр ҫын, — терӗ ӑна хирӗҫ бурмистр, — ӗҫлеме юратманскер. Пӑтӑ е тутлӑ чустаран ҫӑмах пӗҫеретпӗр те, вара мӗн пулать-ха? Ҫулҫӳревҫӗсем шыв ҫинче нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн, юлашкинчен, ура айне хытӑ ҫӗр ҫакланнине сиссе, питӗ хавасланса ҫӳрерӗҫ, вӗсем уҫӑлса ҫӳренӗ май лавӑпа купаланса выртакан ҫӗр чиккинех ҫитрӗҫ. «Сан хыҫҫӑн пыратпӑр, пан полковник! сан хыҫҫӑн!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ Тарас полкӗнчи мӗнпур ҫынсем, вӗсем патне ытти полксенчен те ҫынсем сахал мар куҫрӗҫ. Хохол икӗ кунран, ҫӗрле таврӑнчӗ, тем пирки унӑн кӑмӑлӗ питех те тулнӑччӗ пулас, ачашшӑн калаҫатчӗ. Мӗн пулса иртнине, вӑл кӑшкӑрнине илтсен тин ӑнланса илнӗ пек, ытти ҫынсем пурте кӑшкӑрса та уласа хурӑнсем патӗнчен тӗрлӗ еннелле саланса кайрӗҫ. Туршӑн та, нимӗншӗн пӑшӑрханмалли те пулмасть вӗсен! Сашенька вара салхуланса, ним чӗнмесӗр ларать, унӑн пӳрнисем хӑвӑрт хускалаҫҫӗ. Катя нимӗн те ответлемерӗ, анчах Аркадий ҫине пӑхма чарӑнчӗ. Анчах мӗн пур-ха сирӗн? Авланас тӗлӗшпе вара ҫапла: сирӗн вӑхӑт — виҫӗ талӑк — ытла нумай вӑл: Нюркӑна ыранах ертсе килетӗп. Том Аустинӑн пуҫӗ ҫавӑрӑнса кайрӗ. Полентовский мучи, итлекенсене хӑйӗн пурӑнӑҫӗн историне каланӑ чухне, хумханмасӑр тӑма пултараймарӗ. — Учитель кӑмӑлсӑрланмарӗ-и сирӗнпе? Анчах калас пулать, тинӗс ҫинче ҫӳрекенсем, тепӗр чухне географсем те, вӗсен ячӗсене тӑтӑшах пӑтратаҫҫӗ. Ун ҫумӗнче пӗр ҫӗклеме яхӑн утӑ сапаланса выртать, хуҫӑлнипе тухса ӳкнӗ ҫуна шӑлӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Эпӗ нимӗн пирки те, нихҫан та кулянманнишӗн-ши, — вӗсем кашни минутрах мана хӑйсен аллинчен вӗҫертесрен хӑраса тӑнӑ пулӗ, е вӑл вӑйлӑ организмӑн магнитлӑ хӑвачӗ-ши? Ну, чарӑнтӑмӑр ҫапла ҫӗр выртма, нимех те ҫук-ха. — Бяла Черкваранах ҫапла тухрӑн-и вара? Ку вӑл чӑнах та халиччен никам курман вырӑс вӑйӗ пулнӑ: ӑна халӑх кӑкӑрӗнчен инкек-синкек вут-чулӗ сирпӗтсе кӑларнӑ. Егорушка вут патӗнчен тарса кайсан, вӗсем малтан чылайччен чӗнмесӗр ларчӗҫ, кайран ҫурма сасӑпа хуллен тем ҫинчен — ҫав «тем» кунталла килни, хӑвӑртрах пуҫтарӑнса унран аяккарах каймалли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ… Андрей, тӑрса ларчӗ те, тин ҫеҫ Юргина палласа илнӗ пек, ыйтрӗ: — Эсӗ-и ҫак, сержант юлташ? — Давыдов нимле ӗҫе те тиркемест, эпӗ те ҫавах, мӗншӗн-ха эсӗ кӑна картусна пуҫ тӳпине лартатӑн та кунӗ-кунӗпе хӑвӑн Советӑнта ларатӑн, е ҫӗтӗк-ҫатӑк портфельне хул хушшине хӗстеретӗн те хутор тарӑх ӑш вӗҫнӗ ҫын пек ҫӳретӗн? Анчах эпӗ ҫывӑрма пултараймарӑм. Малта, пӗр лаша кӳлнӗ урапа ҫинче пачӑшкӑ ларса пырать; унпа юнашар ларакан чечук лашине тытса пырать; урапа хыҫҫӑн ҫара пуҫлӑ тӑватӑ хресчен шурӑ пирпе витнӗ тупӑка йӑтса пыраҫҫӗ; тупӑк хыҫҫӑн икӗ хӗрарӑм пыраҫҫӗ. Половцев, яланхи пекех, ҫамки айӗн пӑхать, сӑмахсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса:— Эсир восстание тӳрех гаубица батареисем пенипе е ӗҫлӗ салтаксемпе пуҫлама шутлатӑр-и? — тет. — Эпӗ балкон ҫине ҫурҫӗр енчен пысӑк маркиза тутарса хутӑм, — терӗ Николай Петрович. — Эсӗ вара мӗнле? Арауко хулинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне унӑн француз чӗри хӑвӑртрах тапма пуҫларӗ тенине илтсен, ӑна пушшех те ӑнланаймарӗҫ. — Мӗн пулса тухнӑ-ши вӑл ҫулҫӳревҫӗпе? — Вӑл экспедицие кайнӑранпа, — сас пачӗ Халл капитан, — унран хыпар-хӑнар пулман. Вӑл хула тӑрӑх ҫӳренине астӑвать, анчах ӑҫта, мӗншӗн, мӗн чухлӗ вӑхӑт хушши ҫӳренӗ вӑл?.. Каҫхине, хапха патӗнче тӗл пулса, эпӗ ирхине мӗн курни ҫинчен Людмилӑна хуйхӑрса каласа пӗлтертӗм, анчах ҫакӑ ӑна пӗрре те хумхантармарӗ. Кунта мӑка ӑспа ватӑлӑхри вӑйсӑр талантсӑрлӑх ҫеҫ курӑнать, ҫак талантсӑрлӑх ӑҫти-ҫук ремесла хушшине тӑрас вырӑнне хӑйӗн ирӗкӗпех искусство ӗретне вырнаҫнӑ, ҫак талантсӑрлӑх яланхи пекех искусствӑна хӑйӗн ремеслипе пӑсса пӑрахнӑ. Унӑн умне чӗркуҫленсе ларнӑ… Унӑн кӑн-кӑвак куҫӗсем Шотланди кӳллисенчи хаваслӑ ҫуркуннен ирхи шывӗсем пекех ялтӑраса тӑнӑ. Турӑ пӗр ҫынна пӗр ӑс, теприне икӗ ӑс, тата теприсене виҫӗ ӑс та парать… Виҫӗ ӑс, тӗрӗсех… Температура ҫак виҫе таран хӑпарас пулсан, эпир пурӗпӗрех пиҫсе пӗтмелле. Пирӗн Раҫҫейре Уйӑх тӗттӗмленнине ӗлӗк инкек пуласса пӗлтерекен хӑрушӑ хыпар тесе шутланӑ. Вӑкӑр пек мӑшлатса кӑна ларать. Мӗн чӗнместӗн-ха тата? Тарар! Унтан шлюпка ҫине ларса, Бен Ганн патне каяс ҫул ҫинчи ҫывӑхри пункта — «Ӳсӗрсен бухтине» кайрӑмӑр. Унта эпир ҫыран хӗррине антӑмӑр, Грэя «Испаньола» ҫине ӑна ҫӗр каҫиччен сыхлама ячӗҫ. Том, хут татӑкки туртса кӑларса, хуллен уҫрӗ. — Мӗн эсӗ тек суятӑн, ӑссӑр ҫын? — сасартӑк тарӑхрӗ Артамонов, хырӑмӗ выҫни хӑйне ӗмсе, типӗтсе пынине туйса, — Мӗн кирлӗ сана? — Ун патне кайма? Вӗсем ӑна хӑйне, Натальйӑна, Алексея, Никитӑна, Тихона ҫавӑрса илсе, вӗсене пурне те пӗр арпашса кайнӑ ушкӑна ҫыхса хураҫҫӗ. — Тӑратӑп. Тӗнчере халь мӗнпурӗ улшӑннӑ. Николай ҫырӑва тупса тӳрлетрӗ те лутӑрканса пӗтнӗ кӑвак хута пичӗ патне илсе пырса вуласа тухрӗ: «Ӗҫе ан пӑрах, амӑшӗ, ҫӳллӗ барыньӑна кала, ан мантӑр пирӗн ҫинчен. Пӗлместӗн-и? Ил каялла, мана кирлӗ мар! Тавтапуҫ, старике манманшӑн. — Эсӗ унта, йытӑ, мӗн пичетлес тетӗн — ҫавна пичетле, — терӗ вӑл хыттӑн, — анчах ман ҫинчен пичетлеме хӑйнӑ ан пултӑр. Хупахҫӑ ун ҫине пӑхрӗ те мӑкӑртатса илчӗ: — Тӗлӗнмелле, анчах епле пулсан та ку ҫын мана священник пекех туйӑнать… — Кирек мӗн ту. — Ҫук, ку — тем тесессӗн те — бунт! Вӗсем каялла ҫаврӑнчӗҫ. Хӑвӑнтан начартарах, каярах шутласа тӑракан ҫынах, эсӗ пӗр-пӗр япалана е юрататӑн, е кураймастӑн пулсан, вӑл та сан пекех шутласа ху пекех пулма тӑрӑшнине курма кирек хӑҫан та кӑмӑллӑ мар. Эпӗ ҫак самантра мӗн ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илме пит те ҫӑмал. Лена чӑтӑмлӑн кӗтрӗ. — Ну, тӑванӑм, ним каласси те ҫук! Эпир ҫӗр айӗнче, ӗлӗк-авал кунта пурӑннӑ трогладитсем пекех пулса кайнипе, текех хӗвелпе уйӑх ҫутисем ҫинчен, ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатни ҫинчен, йывӑҫсем, ҫуртсем, хуласем, ҫӗр ҫинчи мӗнпур ырлӑхсем ҫинчен уйӑх айӗнчи тӗнчере пурӑнакансемшӗн мӗнпур ытти кирлӗ япаласем ҫинчен аса та илместпӗр. Кам пӗлет, тен мана та хӑҫан та пулин Татаринов капитанпа калаҫма пултаракан пӗр тан ҫынсен хушшине кӗртӗҫ!? Эпӗ ҫак шухӑшсем пуҫа килсе кӗнӗ куна октябрӗн 3-мӗшне, 1932-мӗш ҫула, хамӑн асӑмра палӑртса хӑвартӑм. Хӑйӗн кӗрлевӗпе пӗтӗм шӑв-шава хупласа илсе, танк ӗнтӗ хӑйӗн гусеницисемпе ҫӳлелле кармашса, бруствер ҫинелле улӑхма пуҫларӗ. Эпӗ пынӑ чух уяв кунӗччӗ. Мӗн туса тӑратӑн? Ҫулсем иртсе пынӑ май Андрей Маринӑна хӑнӑхса ҫитрӗ, шанчӑклӑн юратни тымарланса ларчӗ. Ах, мӗнешкел асамлӑ пурте, мӗнле ачаш та телейлӗ пӗтӗмпех! — Хӗн-хур курнӑ ҫынсем дикарсен тыткӑнне ҫакланни курӑнсах тӑрать. Анчах, чунӑм, ун пек пулмасть, ӗмӗр куҫ хыҫне пытанма ҫук. Анчах вӑл ҫӗнӗ закон тухиччен маларах пулнӑ, — тесе хушса хунӑ директор. Хам ҫулхи ҫынсем мӗнле пурӑннине куратӑп-ҫке… Ҫил ура йӗри-тавра ташласа тӑнӑ пек, тӑватӑ енчен те вӗрнӗ пек туйӑнать. — Эсир пӗлетӗр-и, господа, мӗн пулса иртрӗ? Тухтӑр, эсир ҫак япала мӗне пӗлтернине пӗлетӗр-и? Лешӗ, йынӑшса илсе, йытӑ ҫӗмӗрчӗ айнелле вӑркӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах ҫӗкленсе, хуллен ҫеҫ:— Ан хӗне! — терӗ те макӑрса ячӗ. Эсир ун сӑн-питне астӑватӑр-и? Унтан ҫав хаҫат лучӗркенчӗкне тухса илчӗ — хам сывах иккенне хӑй куҫӗпе хӑй пӑхса ӗненчӗ. Эпӗ вилни ҫинчен вуласси савӑнтарчӗ пулмалла ҫав ӑна. Хутор ҫыннисен пуххи Гремячире тӗттӗм пулса ҫитсен тин пуҫланчӗ. Вӑл фортепьяно патӗнче хӑрах аллипе ҫемҫе пукан хыҫӗнчен тайӑнса тӑрать, алли пӑртак чӗтретчӗ, хуллен ҫеҫ ун патне пырса тӑтӑм та:— Эсир мана ҫилленетӗр-и?.. — терӗм. Кашниннех — хӑйӗн сукмакӗ. Анчах ҫавна тума ҫӑмӑлах пулман: чӗнекенсене Монтанелли, сывлӑх начар е вӑхӑт ҫук текен сӑлтавпа пурне те ҫемҫен те татӑклӑн пӑрса янӑ. Кама-ха тата? Унӑн алли те, кӗлеткине епле тытни те, мӑйӗ те, тата уйрӑмах ӗнсипе чӗркуҫҫийӗсем мана ытла та йӗрӗнмелле тата кӳренмелле туйӑннӑран, ҫав минутра эпӗ ӑна мӗнле те пулин пысӑк киревсӗрлӗх савӑнсах тунӑ пулӑттӑм. Ҫавӑнпа эпир вӑрах аппаланма пултараймастпӑр. Унсӑрӑн вӑл ухмахла шеллӳ, чаку, ҫемҫешке лӗпӗртетӳ, комеди ҫех пулса юлать. Кукубенко вара ӑна полкпа пӗрлешме памасӑр пӗтӗм хир урлӑ таҫта аякках хӑваласа кайрӗ. — Мӗнле кунта килме пултарнӑ вӑл? — ыйтрӗ Гаррис. — Ҫавӑн пек ӗҫ ӗнтӗ! — терӗ Рыбин, кулса илсе. — Сунарта. Ермолай пӗр сехет ытла тавӑрӑнмасӑр ҫӳрерӗ. Чимӗр-ха, эпӗ яланах манатӑп ҫав: эсир яланах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳретер, ҫавӑнпа та пирӗн телейсӗр тӑван ҫӗршывшӑн асап куракан ҫынсене пурне те пӗлме пултараймастӑр. — Мулсем ҫеҫ каҫаймаҫҫӗ, — хирӗҫлерӗ майор, — ҫынсем мар. Анчах — ту ҫинче ҫулран пӑрӑнтӑмӑр, ҫил-тӑмана лекрӗмӗр, чулсем ӳкеҫҫӗ, лашасем — ту хушӑкнелле… — Юрать, юрать. Анчах ҫак ыйтӑвӑн тӗшшинче тӗрӗслӗх пӗрчи пур-и? Пӳрнинче тата ҫӗрӗ те пур! Вӑл ҫавӑнтах темле «пит те ӑслӑ» помещица ҫинчен каласа кӑтартать: — Ҫав тери усал пулнӑ вӑл помещица, ҫавӑн пирки губернатор та — хӑйӗн пысӑк должнӑҫӗ ҫине пӑхмасӑрах — ун патне хӑнана пынӑ. Сан илесчӗ акӑ… Шӑпах. Ҫулӑр телейлӗ пултӑр! — илтӗнчӗ халӑх хушшинчен. — Апла пулсан, эпӗ хамӑр кая юласран хӑратӑп. Вӑл вара е ҫын усаллине, е яланах тарӑннӑн хуйхӑрнине кӑтартать. Юлашкинчен унӑн урисем ним ҫук вырӑна шуса кайрӗҫ, вӑл аллисемпе ҫеҫ ашшӗн сӑхманӗнчен тытса тӑрать; вӗсем те ӗнтӗ ним пӗлми пулса кайрӗҫ, халь-халь вӗҫерӗнеҫҫӗ тейӗн. — Эсир кунта мӗнле килнӗ вара, хӑвӑр ирӗкпех-и е ирӗксӗрех-и, — ыйтрӗ Лукашка, ҫаплах кулкаланӑ пек туса. Санӑн, айван, калас пулать ӑна — тен, хӗрхенӗ, ырӑ кӑмӑллӑ пек туйӑнать вӑл. Ӑнӑҫлӑх джентльменӗсем тесе вӗсем пиратсене каланӑ. Эпӗ вара тӳрӗ матроса — тен пӗтӗм карап ҫинчи юлашки тӳрӗ матроса вӑрӑ-хурахсен шайкине кӗме илӗртнине курса тӑракан ирӗксӗртен лекнӗ свидетель пултӑм. Тусан пуснӑ тата ырса пӳхнӗ салтаксем, хӑйсем пуррине тӗрӗслеттереҫҫӗ те, вырнаҫса ларма пуҫтарӑнакан ҫӑвӑр хурт пек, плошадьсемпе урамсем тӑрӑх шавласа сапаланса каяҫҫӗ; казаксем кӑмӑлсӑр пулнине асӑрхамасӑр, икшерӗн-виҫшерӗн, хаваслӑн калаҫса тата пӑшалсемпе чанкӑртаттарса, вӗсем пӳртсене пырса кӗреҫҫӗ, ӑпӑр-тапӑрсене ҫакса хураҫҫӗ, хутаҫсене салатаҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе шӳт туса калаҫаҫҫӗ. Акӑ унӑн сӑмахӗ. Ӑна астуса юласси маншӑн пӗртте йывӑр пулмарӗ — герцог вара короле унпа питӗ нумай тертлентерчӗ. Пурнас-и е вилес, ак тӗп ыйту! Ҫак йывӑр пурнӑҫа епле чӑтас-ха. — Господин Паганель, — тесе тытӑнчӗ Гленарван, унӑн калаҫӑвӗ пӑртак чарӑнсанах, — эсир ҫав кирлӗ япалана пурӑнӑҫа кӗртесси пирки эпӗ пӗрре те иккӗленсе тӑмастӑп, вара ӑслӑлӑх та сире уншӑн манмӗ. Анчах эпӗ сиртен урӑх пытарса тӑма пултараймастӑп, эсир хытӑ йӑнӑшнӑ: сире Индине ҫитсе курас хаваслӑхран вӑхӑтлӑха та пулин чарӑнса тӑма тивет! «Мӗскӗн Миронов!» — терӗ вӑл эпӗ хӑюллӑ повӗҫӗме каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн. Чӑнах та ҫапла пулса тухрӗ. Мӗн пулчӗ сана? Иккӗмӗш хутӑн чӳречисенчен кӗнекесем хурса тултарнӑ питӗ пысӑк шкапсем стена ҫумӗнче тӑни курӑнать, урайӗнче, пӗр чӳрече умӗнче, пысӑк кайӑк йӑви евӗрлӗ е кайӑк чӗпписем пухӑнса ларнӑ евӗр, темӗнле хура купа выртать. Ҫав купа тепӗр чух хускалкаласа илнӗ пек те туйӑнать Мишеле. Мӗн ҫинчен ҫырнӑ вара ҫав сочинение? Часах вӗсем ветчинапа пулӑран хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлерӗҫ те ӑна тӗппипех ҫисе ячӗҫ. Апатне ҫисе ларнӑ хушӑра Том хӑй ӑҫта кайса мӗн-мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (пӑртак хушса хитрелетсе каларӗ). Халех эпӗ сана, ват шуйттан, атӑпа футбол вырӑнне тапкалатӑп! — кулса каларӗ те Давыдов, меллешсе, качака такине пӗтӗрӗнчӗк мӑйракинчен ярса илчӗ. Ҫапах та чӑтлӑх океан хӗрринчи вӑрман чӑтлӑхӗ пекех мар: йывӑҫсем кунта сайрарах. Джим шухӑшӗпе, вӗсене кам та пулин тунӑ, ман шутпа, вӗсем хӑйсемех пулса кайнӑ: ун чухлӗ ҫӑлтӑр туса тултарма вӑхӑт пит нумай кирлӗ-ҫке. — Ҫук, куртӑм: сана вӑл стаканна илсе пачӗ. Ҫак кунсенче вӑл инҫетри ҫӗршывран вӗҫсе килнӗ те хӑйӗн ӗлӗкхи вырӑнӗнчех йӑва ҫавӑрать. Ирхине вӑрантӑм та, пӑркаланма та ҫук… — Питех те ыратса-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Оленин, халӗ ӗнтӗ юлашкинчен хӑй ыйтӑвӗ ҫине ответ илессе шанса. Хорунжий, кумык чӗлхипе начар калаҫаканскер, ногай арӑмӗсенчен тем ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ; анчах лешсем ӑна ӑнланмарӗҫ тата, хӑраса пулас пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа тӑчӗҫ. Яков Лукич, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине илтмен пек пулса, нумайччен чӗнмерӗ. Атте мана ай-ай мӗнле хӗнетчӗ! Чӑнах та таса пулать, унсӑрӑн кунта тислӗк те шӑршӑ кӑна, вӑкӑрсем чир-чӗр ертме пултараҫҫӗ. Ху пурнӑҫна кампа ҫыхӑнтарас тетӗн, ҫавӑн ҫинчен пӗлмеллех санӑн… Падре, эпӗ сирӗншӗн тӳснӗ пек асапсем тӗнчере урӑх ҫук. Эпӗ мӗн тӳссе ирттернине пӗлесчӗ сирӗн! Тухтӑр хунара вилтӑприн пуҫӗ вӗҫне лартрӗ, хӑй, пӗр хурами ҫумне ҫурӑмӗпе тайӑнса, ҫӗр ҫине ларчӗ. Никита-ши? Мӗн амак офицерӗ ара сиртен? Пӗрне-пӗри хӑваласа чупнӑ евӗр, ҫурхи шывсем чулсем ҫийӗн сиксе, ирӗлнӗ ҫӗр ӑшне касса кӗрсе юхнине, бук турачӗсем урам енчен кантӑка хуллен перӗнсе чӗтрентернӗ май пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнине илтет суккӑр ача. Пӳрт ҫийӗ хӗррипе усӑнса тӑракан пӑр хӳрешкисен васкавлӑ тумламӗсем ирхи сивӗпе шӑнса ларнӑскерсем, ак халӗ хӗвелпе ирӗлсе, пин-пин янӑравпа шӑмплатса тумлаҫҫӗ. Огонь!» — тесе кӑшкӑрса тӑрӗччӗ вӑл халь. Сасартӑк хӑмӑш чашкӑртатрӗ. Пӗр кайӑк кӑвакал нарлатса вӗҫсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн тепри, унтан часах шурлӑх тӗлне сывлӑшра кӑшкӑрса ҫавӑрнакан кайӑксен ҫӑра пӗлӗчӗ пулса тӑчӗ. Никама та ан калӑр кун ҫинчен! Ҫӗр ҫинче, чӑнах та, ҫын аллисем йӑваланса выртаҫҫӗ. Кунта кама илсе килме юранине эпӗ те пӗлетӗп, ҫын ҫине тӑрӑнмалли унта нимӗн те ҫук. Ҫав ҫыннӑн сылтӑм айккинче параппан ҫапакан, сулахай айккинче — ҫилӗм тултарнӑ чӳлмекпе мелке тытнӑ рабочи. Унӑн мӑнтӑркка та калама ҫук илемлӗ кӗлетки хӑйне питӗ илемсӗррӗн туйӑнать пулас, сывлӑх суннӑ чух вӑл хӗрелсе кайрӗ. Ҫапах та сана, Сильвер, эпӗ пӗчӗк шанчӑк паратӑп: е эпир ҫак кашкӑрсен шӑтӑкӗсенчен хӑтӑлса тухсан, эпӗ сана виселицӑран хӑтарма тӑрӑшӑп, — терӗ вӑл. Йӑлӑннӑ евӗрех пуплешрӗҫ офицерсем салтаксемпе: «Эсир, тӑвансем, корпуснӑй умӗнче маттуррӑн иртме тӑрӑшӑр ӗнтӗ. Стёпа, ӑман тирсе пар-ха. — Чим-ха, — терӗ вӑл, — кӑна ҫырсах хумалла пулать, пымасӑр юлас марччӗ. Влаҫа пӗтӗмпех ҫавӑрса илсен, — вӑл государствӑна тытса тӑма килӗшет, тесе шухӑшлӑр-и? — Эпӗ хирӗҫ тӑмастӑп, мистер Джеральд, — тӗрӗ плантатор, обществӑн ирӗкне кура, хӑйӗн консерватизмне чакарса. — Сирӗн кӑмӑлӑр мӗнле пулӗ. Инсаров чарӑнчӗ. — Улттӑмӗш каютӑра? — терӗ буфетчик. — Эсир мана халиччен чӑтӑмлӑн итлерӗр пулсан, малалла та итлӗр. — Ҫук-тӑк ҫук! — ҫиленсе кайрӗ тухтӑр. Мӗн ҫӑмӑлпаччӗ? Долинник ун патне сак ҫине пырса ларчӗ, унпа пӗрле чикарккӑ туртса ячӗ, унтан пӗтӗмпех ыйтса пӗлчӗ. Паян эс кермене каятӑн та вӗсене вӗлеретӗн. Чан та, мэтр Лемерль отставкӑна тухнӑ лейтенант пулнӑ. Анчах та Мересьев пурпӗрех упражненисем тума пӑрахмарӗ, вӗсене вӑл малтан кунне пӗрре, унтан икӗ хут турӗ, вӗсен вӑхӑтне те кашнинчех ӳстерсе пычӗ. Ывӑлӗ, маттурскер, пӗрин ҫавине туртса илнӗ те хӑй те вӗсене ҫулма пуҫланӑ. Акӑ ҫурма кӑтӑш-тӗлӗрӳре Лось тир-утиял михӗсем стена тӑрӑх шунине курать. — Ыранччен, — терӗ профессор. Ҫав хӗрлӗ тӗс улшӑннӑ пек те курӑнать: тӗл-тӗллӗн тарӑнтарах, тӗттӗмрех йӗр хӑварать те хӑш-пӗр тӗлте ҫутӑрах, хӑвӑрт ишсе ҫӗкленсе, унтан ҫавнашкалах хӑвӑрт ӳкекен сулмак та куҫа пит вӑйлӑн — калӑпӑр, манан куҫа ӗнтӗ, — пырса тивекен хум евӗрлӗреххӗн туйӑнать. Нимне те пӗлсе илме пултарайман пек пӑхса тӑнӑ вӑл, йывӑҫсем хушшинче тӗссӗрленсе кайнӑ сӑхман тӑхӑннӑ тата хулпуҫҫи хыҫне вӑрӑм пӑшал ҫакнӑ пит пысӑк ҫын курӑнса кайичченех пӑхса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн шӑпланнӑ свитипе пӗрле аяккалла утса кайрӗ, анчах сасартӑк каялла ҫаврӑнчӗ те, Мересьев койки патне пӗшкӗнсе, хӑйӗн тӗрлӗ дезинфекцисене пула кушаланса пӗтнӗ кӳпшек аллине летчик хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, унран: — Эсӗ нимӗҫсен тылӗнчен икӗ эрне ытла упаленсе тухнӑ тени чӑнах-и вӑл? — тесе ыйтрӗ. Ку фрегат Индире пулнӑччӗ. Ҫар карапӗ пекех, вӑл та хӑйӗн иртнӗ кун-ҫулӗпе мухтанма пултарать. — Гаррис мистерӑн ферми ӑҫта? — ыйтрӗ ача. Обществӑн ҫӳлти пусӑмӗнче тӑракан ҫынсем хушшинче мар пӗлнӗ вӑл тӗрме кӳмипе кутузка мӗн иккенне. — Пирӗн пурин те вӗренмелле тата ыттисене вӗрентмелле, пирӗн ӗҫ ҫавӑ пулать! — терӗ Андрей, пуҫне усса, Весовщиков:— Хӑҫан ҫапӑҫатпӑр-ха вара? — тесе ыйтрӗ. Паллах ӗнтӗ, секретарь мар, тетӗп. Анчах Ривареса ирӗке кӑларма ҫӗнӗрен хатӗрленеҫҫӗ, тесе шутлама сӑлтав пур-и вара? — Паллаймастӑн-им? — Тепӗр майлӑ каласан, Англи королӗн аллинче, — тӳрлетсе каларӗ Дантон. — Эсӗ ахаль те хуторти кушаксене пӗтӗмпех персе вӗлернӗ; кӗҫех хуторта шӑшисем темӗн чухлӗ ӗрчесе кайӗҫ те акӑ чи малтан ҫӗрле сан чӗрӳне кӑшласа татӗҫ. Каллех Заполярьере Аэродромран хулана кайнӑ чух ҫул мар, кедр йывӑҫҫисем лартса тухнӑ аллейӑпа пымалла, ҫав кашласа ларакан пуян кедрсем ҫине пӑхса пынӑ май ирӗксӗрех эпӗ ҫак хамӑн ҫамрӑклӑхӑм иртнӗ хулана, кун-ҫулӑмри чи хӑюллӑ шанчӑкӑмсем ӳснӗ ҫӗре ҫитсе курманни нумай пулмастчӗ-ха тесе шухӑшласа илтӗм. Чӑнах та, хуралҫӑсенчен пӗри храмри ҫынсем хускалнине илтсе пулмалла, вут патӗнчен уйӑрӑлнӑ та алӑк патне пынӑ. Хӑвӑр кайса пӑхӑр-ха, унта ляхсем кӑна аллӑ пин, тата, мӗн пытарса тӑмалли пур, пирӗннисем хушшинче те йытӑсем пулман мар, вӗсем лешсен тӗнне йышӑннӑ». — Ҫапла, ҫапла, астӑватӑп, — тесе хучӗ Санин васкавлӑн. — Усал ҫын ҫӗр ҫинче нумай ҫав, — терӗ Емельян. Хӑв ӑсран тайӑлнӑ та, ыттисене те хӑв пекех ухмаха кӑларатӑн! Выртнӑ ҫӗрте пуҫра темле-темле шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ: «Камшӑн, кам харпӑрлӑхӗшӗн сехрене хӑптарсах вилӗм кӗтсе выртатӑп-ши кунта эпӗ?» — тетӗп. Ҫак йывӑр асапа унӑн пуринчен малтан тӳсмелле. Ҫав кирка ӑҫтан килсе лекнӗ-ха ҫакӑнта? Кӑкрине чул пырса ҫапнӑ… Ӑна вӑл ҫара стенасемлӗ пысӑк та пушӑ пӳлӗмре курнӑччӗ; пӳлӗмӗн виҫӗ пайӗнчен пӗрине бутылкӑсем, тӗрлӗ тӗслӗ черккесем, чечексемпе улма-ҫырла вазисем, вӑлча хунӑ кӗмӗл пӗчӗк витресем тата шампански эрех лартса тултарнӑ сӗтел йышӑнса тӑнӑ. Унтан хамӑн ҫурт алӑкне ҫирӗп питӗртӗм, портшеза сӗтел ҫине лартрӑм, пукан ҫине ӑна хирӗҫ лартӑм. Улпут портшезне уҫрӗ те эпир пӗр-пӗрне саламларӑмӑр. Голландин тинӗсҫӳревҫи асӑннӑ утравсене Вутлӑ Ҫӗртен хӗвелтухӑҫнерех выртакан утравсемпе пӗрлешӗнсе каяҫҫӗ тесе, тата «кӑнтӑр тинӗсӗсен пысӑк континентне» тупрӑм тесе шутланӑ, вара вӑл ҫакӑн пирки пӗрре те иккӗленсе тӑман. Чикӗре тупӑсем турттарса ҫӳремелли пиншер урхамах пире урамра пылчӑкпа сирпӗтсе иртсе каяҫҫӗ. Тӗрӗс мар-и, Шлема, тӗрӗс мар-и, Шмуль?! Манӑн пӑртак ҫеҫ шуратса пӑхасчӗ! Алексей пуҫне ун еннелле ҫавӑрса, ӑна курман пек пулса пӑхрӗ. Юлашки ҫакӑн пек вӑрҫӑ халь патшара чиперех ларакан монарх аслашшӗ вӑхӑтӗнче ырӑ пӗтнӗ те, партисем пурте хӑйсен ыйтнинчен кӑшт та кӑшт чакса пӗр-пӗринпе килӗштернӗ. Хӑвна унтан ҫӳллӗ тыт, вӑл санӑн уру патӗнче пултӑр, пӗтӗмӗшпех курӑнтӑр, унӑн кашни пӗчӗк пӑтине асӑрхаса тӑмалла пултӑр… Хӑшпӗрисемпе калаҫса татӑлса вӑл пурне те вӑйлӑ ӗҫтерме пуҫланӑ, темиҫе ӳсӗр козак вара тӳрех площаде, радӑна пуҫтарнӑ чух ҫапакан литаврсем патне, юпасем ҫумне ҫыхса лартнӑ литаврсем патне чупса тухнӑ. Вӗсен темӗн чухлӗ ҫурӑкӗсенчен газ йӑсӑрланса тӑрать. Сасартӑк ун пуҫне тепӗр шухӑш пырса кӗнӗ. Анчах Лось шыв хӗррине ҫитсе тӑнӑ вӑхӑтра хӗвел аннӑччӗ ӗнтӗ, каҫхи шурӑм пуҫӑн вутлӑ ҫуначӗсем, ҫӑмӑл ҫулӑм чӗлхисем чупса ҫӗкленчӗҫ те, ҫур тӳпене чарусӑр ылтӑнпа ытамларӗҫ те — чӗри темиҫе самантлӑха тапма чарӑнчӗ. Пӗрисем — улталӗҫ, — теприсем — уйрӑлса юлӗҫ, пирӗнпе вара — чи лайӑххисем пырӗҫ… Кукамай сӑхсӑхса илет. — Эсир мана жулик тесе йышӑнмастӑр пулӗ-ҫке? Тепӗр ирхине эпир иксӗмӗр ҫуранах «Адмирал Бенбоу» трактира кайрӑмӑр. Эпӗ пынӑ ҫӗре анне пӗтӗмпех сывалса ҫитнӗ. Николаев ӗҫмест, анчах Ромашов валли графинпа ҫутӑ эрех лартса панӑччӗ. — Суту-илӳ палати ҫуртӗнче. Хӑйӗн ҫемьипе тата ҫывӑх кӳршисемпе тӗпсакайне кӗрсе ларнӑ Серёжа Брузжака ниепле вӑй та тытса чарма пултараймарӗ. Унӑн ҫӳле тухас килет. Ҫак ответ мана хытах кӑмӑлсӑрлатрӗ. Сomme il faut пулассин тӗп йӗркисенчен пӗри comme il faut пулма мӗн тери тертленнине пытарасси пулнине эпӗ ун чухне пӗлеймен-ха. — Ҫавна валли ҫав! Хытӑ ахӑлтатса кулнипе хӳшӗ каллех кисренсе илчӗ. Эпӗ тӗтре ӑшне кӗрсе кайнӑ пекех, нимӗн те астуса илейместӗп. — Манӑн вӗсемпе пӗрле анра ҫарӑк ҫумламалла-и? Исидора Коварувио де-Лос-Ланос». Пурӑна киле вӑл революционерсен эрнере пӗрре кӑларса тӑракан пӗчӗк листовкӑна наборлама вӗренсе ҫитнӗ, вара хӑй те унта ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫапла веҫех ҫитерсе ятӑм вара. Вӑйӑ ҫине Ромашовпа юнашарах Лещенко та тӗксӗммӗн тинкернӗччӗ, анчах ҫакӑнта ҫапла сехечӗ-сехечӗпе кичеммӗн ларма ӑна мӗнле вӑй хистенине ӑнланмашкӑн питех те йывӑрччӗ. Пӗр виҫ-тӑват минутӑран Луиза Пойндекстер ӗнтӗ чул пусма тӑрӑх садалла аннӑ. Вӑл сан ҫинелле пӑхнӑ пек те туйӑнать, анчах тӗрӗссипе, куҫшӑрҫийӗ хӑйӗн шал еннелле ҫаврӑннӑ, хӑйӗн ӑшчиккинелле пӑхать, унта вӑл хӑйӗн савнӑ арӑмне курать. Ку сӑмахсене вӑл ҫав тери лӑпкӑн тата ҫав тери ӗненсе, нимӗҫ лётчикӗсем ӑна халь кӑна хӑйсен планӗсем ҫинчен пӗлтернӗ пек каларӗ. Атя сан пӳлӗме, унсӑрӑн эпир Лёльӑна вӑратма пултаратпӑр, — терӗ Павел, хуллен пӑшӑлтатса. Ну, пар хӑвӑртрах! Ҫамрӑк офицерсем ун кӑмӑлне кайрӗҫ, вӗсем халь кӑна корпусран тухса килнине ҫийӗнчех, курсанах чухласа илчӗ вӑл, пуринчен ытла вӗсем ӑна хӑйӗн шӑлнӗ те, корпусрискер, ҫак кунсенчех Севастопольри батарейӑсенчен перине килсе ҫитме кирлине аса илтерчӗҫ. «Кусем чӑн-чӑн картсемех-ши», тесе Фелим пӗрне те пулин ҫӗртен илсе пӑхма шухӑшламан та. Эпир нимӗн те чӗнмерӗмӗр. Унта, ҫырансем хыҫӗнче, бизонсем ҫӳреҫҫӗ. — Эпӗ пур ыйтусем ҫине те ответ пама хатӗр, сирӗн преосвященство. — Ара, куҫусем ӑҫта санӑн? Вӑл пит савӑнӑҫлӑн калаҫнӑ, Дуньӑна та, унӑн ашшӗпе те чарӑна пӗлмесӗр шӳт тунӑ; юрӑсем юрланӑ, килнӗ ҫынсемпе калаҫнӑ, вӗсен ҫул ҫӳремелли хучӗсене почта кӗнекине ҫырнӑ, ҫапла тунипе ырӑ станца пуҫлӑхне ҫав тери кӑмӑла кайнӑ, лешӗн вара виҫҫӗмӗш ирхине хӑйӗн савнӑ иртен-ҫӳренӗпе уйрӑлас та килми пулса кайнӑ. Ан именӗр, Аркадий Николаевич, — ытларах илӗр. Пӗр услапӗ тата кунта ҫитме те ӗлкӗрнӗ, пӗтӗм пыр тӗпӗнчен ҫухӑрашать: — Эй, хураҫка, тыт ӑна, тыт! Килтен, тӑвансенчен тата юлташӗсенчен ҫырусем илсен, лешсем ун ҫинчен пӗтнӗ ҫын ҫинчен шухӑшланӑ пек шухӑшласа хуйхӑрни ӑна хурлантарчӗ. Лектереймерӗҫ. Унӑн шӑмшакӗ ҫав тери вӑйсӑрланса ҫитнӗ. — Ӑҫтан илсе килтӗмӗр-ши эпир вӗсене? Яланхи пӗр евӗрлӗ пурӑнӑҫ вӗсене йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Паян акӑ вӗсем куна мӗнле те пулин авантарах ирттересси ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. Сасартӑк лаша ури сасси илтӗнсе кайрӗ, унтан ҫул ҫине пӗр юланутлӑ ҫын сиктерсе тухрӗ. Туземсцсене те, вӗсем пек негра — Жозе-Антониу Алвиша та, негр юнлӗ метиса — Конибрӑна та, юлашкинчен хӑйӗн расин ҫыннисене хӑрушла курайман Негорӑна та шурӑ ҫынна асаплантарасси кӑмӑла кайнине ӑнланма йывӑрах мар. Алӑк хыҫӗнче тӑрса хушӑкран кӑна пӑхрӑм та эпӗ, хӗре йӑлтах хӗрхентӗм, унӑн чечен пит-куҫӗ пӗтӗмпех шурса кайрӗ! Ҫӳлӗ тимӗр кӗлеллӗ сафьян аттисемпе акӑш пек, ярӑна-ярӑна, ҫавраҫил пек ҫаврӑнса та сиккелесе ташша илтеретчӗҫ, тет. Гусев ҫӳлти шӑтӑк-куҫ патнелле куҫса ларчӗ, Лось — реостатсем патне… Тускуб виҫ кӗтеслӗ алӑк патӗнче чарӑнчӗ те ӑна туйин ылтӑн тыткӑчипе шаккарӗ. Артамонов хӗрсене пӗрер тенкӗлӗх икӗ кӗмӗл укҫа парсан, Помялов ӑна ҫилӗпе:— Нумай паратӑн, мухтанатӑн-и-мӗн! — терӗ. — Тупатӑн! — хавхалантарчӗ ӑна Бояркин. Негр ӑна тӳпемре тытнӑ. Ҫул мӗнрен тӑрать? «Кашни шуйттанне ӳкӗтлесе те йӑлӑнса тӑмалла! Ҫак ним мар ыйту суккӑрӑн чӗрине ыраттармаллах пырса тиврӗ. Ырӑ кузен Хӑйне ашшӗ ирӗк панипе Луиза Пойндекстер ҫавӑнтах усӑ курнӑ. Ун ҫине пӑхса илес кӑмӑлӑр пур-и сирӗн? Ҫыру вӗҫӗнче Оля: халӗ, Сталинградри ҫапӑҫу хыҫҫӑн, эпӗ хам сана, геройсенчен те герой пулса тӑракан ҫынна тивӗҫлӗ, тесе шутлатӑп, тенӗ. Ҫак ӑнланмалла мар сӑмахсене Алексей темиҫе хут та вуласа тухрӗ, анчах ҫапах та ӑнлансах ҫитеймерӗ. «Кам лаши ку, шӑллӑм, Минскийӗн мар-и?» — тесе ыйтнӑ. — Пар-ха кӗнекине… Ахальтен мар ҫав Нарзана паттӑр ҫӑл куҫӗ теҫҫӗ. Тетка нимӗн анланмасӑр, унӑн аллисем патне пырса тӑнӑ; вӑл ӑна пуҫӗнчен чуптунӑ та Федор Тимофеичпа юнашар хунӑ. Вӗсене хирӗҫ эпӗ сас патӑм. Кам тесе шутлатӑн вара эсӗ мана? Аслӑ урамра кӗмсӗртетни, тӑкӑрлӑксен тупӑкри пек шӑплӑхӗнче, тата вӑйлӑнрах илтӗнет. Артиллери ҫапӑҫӑвӗ малалла пырать. Республиканецсен батарейипе роялистсен баррикади пӗрне-пӗри картечьпа пӗрӗхеҫҫӗ. — А-а-а… сем! — тени кӑна илтӗнсе кайнӑ. Ҫӗр айӗнче пурӑнакан ҫав салтаксем пурне те тӗлӗнмелле хӑвӑрт пӗлсе тӑнӑ. Хӑшӗ-пӗри вӑранчӗҫ, пӗр виҫ-тӑват кӗлетке вырӑнӗсем ҫинчен тӑчӗҫ, ҫиленчӗкӗн ыйтнисем илтӗнсе карӗҫ. Анчах юланут шухӑша кайнине тем сирсе янӑ пек пулчӗ те, унӑн лаши васкарах ута пуҫларӗ. Пуянлӑхӗпе, йӑхран йӑха пынӑ чапӗпе, аслӑ ҫынсемпе туслӑ-пӗлӗшлӗ пулнипе хӑйӗн именийӗсем пур кӗпӗрнесенче вӑл калама ҫук пысӑк хисепре пулнӑ. Анчах мӗн-ха вӑл пролетариат? — Эсир кулма ан васкӑр-ха, тен, макӑрма тивӗ!.. — калама пуҫларӗ вӑл ҫиллессӗн. Ҫав идеал, паллах, кроликсемпе сыснасенни пек, епле пулсан та нумайрах ӗрчесчӗ текен идеал мар; упӑтесемпе Париж ҫыннисенни пек, арлӑх пӗрлешӗвне тунӑ чух епле пулсан та лайӑхрах сисӗм-туйӑмсемпе киленсе юласчӗ текенни те мар, ҫав идеал — ҫынна ырӑ тӑвас идеал. Вӑл тутине ҫыртнӑ та, тӗрлӗ чашӑк-тирӗк лартса тултарнӑ, хӗррисем лапчӑнса пӗтнӗ пысӑк поднос йӑтса, пуҫне тая-тая пурне те саламласа пычӗ. Эп саншӑн вилетӗп, вилетӗп! — Кайма пултаратӑр, сержант, — терӗ кардинал, — Ан кулянӑр. Ан тив, хӑйсем сисчӗр, ку вӗсен ӗҫӗ. Хутаҫсемпе тухнӑ хӗрсемпе йӗкӗт ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ. Каҫалапа эпӗ пӗртак тинӗс хӗррипе Рейкиявик хулин таврашӗнче уҫӑлса ҫӳрерӗм те, киле иртерех тавӑрӑнса вырӑн ҫине выртса хытӑ ҫывӑрса кайрӑм. Ак тытӑнчӗҫ вара хайхисем мана лутӑркама, ӑҫтан тупнӑ эсӗ философи ҫинчен кун пек сӑмахсене, теҫҫӗ. Анне тӑна кӗриччен пӗр-икӗ эрне иртрӗ пулас. Тухса каймалли кун Ку эрне маншӑн савӑнӑҫлах иртмерӗ, тӗрӗссипе, ку маншӑн Энскри салхуллӑ эрне пулчӗ. Ялав ҫӗклес пирки сӑмах татнӑ вӑхӑтра капитулянтсем Ставри пуп ҫуртӗнче комитетӑн хӗрӳллӗ членӗсене ултавлӑ майпа арестлеме те ӗлкӗрнӗ — арестленисен хушшинче тухтӑр, Попов тата редактор пулнӑ. Дубава Корчагин пӑхнине асӑрхарӗ те урипе тапса, алӑка хупрӗ. Анчах чиперех иртсе кайрӗ. Вӑл старике аллинчен ярса тытрӗ, пӗрре туртсах ӑна ура ҫине тӑратрӗ. Матрос патне вӑл аран пырса кӗчӗ, ямаҫҫӗ, часовойсем тытса хупма хӑтланчӗҫ, ҫапах кӗчӗ-кӗчех. Вӑл Диканькӑра пурӑнма пуҫлани самай пулать ӗнтӗ, те вунӑ ҫул ҫитнӗ унтанпа, те вунпиллӗк. Ҫӑмӑл ҫула ҫӳрекен ҫатансӑр тарантаспа сунартан таврӑнатӑп эпӗ. Ҫӗнӗрен Линч сучӗ тӑвасси ҫинчен калаҫкалаҫҫӗ; ку хутӗнче аслӑ судье вырӑнӗнче Сэм Мэнли пулмалла мар, суд заседателӗсем вырӑнӗнче регуляторсем мар, тата хаяртарах ҫынсем, тӳррипе каласан, бандитсем пулмалла; ун пеккисем чикӗ хӗрринчи кирек хӑш форт таврашӗнче те ҫителӗклех. Ыткӑнакан мӑнтӑр пӗлӗтсем ҫӗре тинӗс пекех аялтан иртеҫҫӗ. Йывӑҫ тӑрринчен сӗртӗнеҫҫӗ те ҫавӑнтах саланса каяҫҫӗ. Нимӗн пӑхса курмалла мар тӗксӗм ҫак каҫа тата та хӑрушӑрах сӑн-сӑпат кӳрет. Юханшыв ҫийӗн инҫете пӑхсан, чи малтанах хура тӑрӑх куратӑн — ку вӑл леш е чи вӑрман, халлӗхе куҫ урӑх нимӗн те палӑртаймасть-ха, унтан пӗлӗт хӗрри ҫуталать, ҫутӑ тӑрӑхӗ сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать, халь акӑ юханшыв та, — ун тӑрӑх инҫете пӑхсан, — хура мар, сӑрӑрах тӗслӗн курӑнать; аякра-аякра пӗчӗк хура пӑнчӑсем шӑваҫҫӗ — кусем шаландӑсемпе пӗчӗк кимӗсем, хура вӑрӑм тӑрӑхсем — сулӑсем; хӑш-пӗр чухне кӗсменсем чӗриклетни, ҫынсем кӑшт сӑмахлани илтӗнет — питӗ шӑп чухне сасӑ шыв ҫийӗн аякка каять; майӗпен-майӗпен шыв ҫийӗ кӑтраланни те курӑнакан пулать, ҫакӑн тӑрӑх ку тӗлте шыв юххи вӑйлине, вӑл тунката ҫине ҫапӑннине пӗлетӗн, — шыв ҫийӗ ҫавӑнпа кӑтраланать; унтан юханшыв ҫийӗн тӗтре йӑсӑрланма тытӑнать; хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт хӗрелет, юханшыва та хӗрлӗ тӗс ҫапать, леш ҫыранра мӗн пурри те йӑлтах курӑнать ӗнтӗ — авӑ, вӑрман хӗрринче пӗчӗк йывӑҫ ҫурт ларать, йывӑҫ складне хураллакан пурӑнать пулас унта, ҫуртне алапаш тукаланӑ, пӗренесем хушшинчи шӑтӑксенчен кушак та кӗме пултарать; кӗҫех лӑпкӑ ҫил тухать, вӑл пит-куҫа уҫӑлтарса вӗрет, вӑрман шӑршипе чечек шӑрши илсе килет, хӑш-пӗр чух япӑх шӑршӑ та килкелет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче ҫӗрӗк пулӑ купи выртать, унтан усал шӑршӑ сарӑлать; кӗҫех ҫутӑ кун пуҫланать, тавралӑх йӑлтӑр кулӑпа ҫиҫет тейӗн — хӗвел тухрӗ, кайӑксем юрласа ячӗҫ. Ав, мӗнле кӳршӗсем пулнӑ пирӗн! Платникпе пурин ҫинчен те калаҫма интереслӗ; интереслӗ те, анчах пит кӑмӑла каймалла мар, ун сӑмаххисем яланах ӑша вӑркаттараҫҫӗ, вӑл хӑҫан тимлӗн калаҫнине те, хӑҫан шӳт тунине те ӑнланса ишмелли ҫук. — Мӗн вара апла-тӑк — тесе ыйтнӑ Диаз, пӑртак лӑпланнӑ пек пулса. — Вӑл тавернӑра пурӑннӑ чухне сан улпут хӗрӗ кунта пулнӑччӗ-и? Хӑшпӗрисем вӑрлӑх тыррине те турттарса килчӗҫ те, эпӗ вӗсене каялла ятӑм. — Пире кунти ҫынсем ҫаратнӑ. Корчагинӑн сылтӑм чӗркуҫҫийӗ лапчӑнать. Даша инке малтан иккӗленсе тӑчӗ, унтан килӗшрӗ. — Ӗне те пӗлмест. Катя, пачах урӑхла, час-часах пӳрнине кӗпи ӑшне пилӗкӗ тӗлӗнчен чиксе ярать те кӗпе мӗн тери шалпаррине кӑтартать; ҫиессе те сахал ҫиет. Ку тӗлте ҫул хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнса каять, Алексей умӗнче юр кӗрчӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Анчах ку жакосене арҫын ача унччен те курнӑ. Морган сӗтел хушшине ларсан, Сильвер ман хӑлха патне пӗчӗк ҫын пек пӗшкӗнчӗ те, илӗртсе пӑшӑлтатрӗ: — Тӳрӗрен те тӳрӗ ҫын ҫак, Том Морган, анчах чӑтма ҫук ухмах. Унӑн питӗнчен темӗнле ачаш та ҫемҫе вӑй вӗрсе тӑрать. Анчах манӑн пур инкекӗмсем те — вӗсем вунӑ хут пысӑкрах пулнӑ пулсан та — сирӗн пурнӑҫӑн пӗр уйӑхӗ тӗшне тӑмаҫҫӗ, Пелагея Ниловна… Анчах вӗсем хушшинче этем пырса сӗртӗнмен, выльӑх-чӗрлӗх таптаман виле тӑпри пур: ун ҫине вӗҫенкайӑксем кӑна лараҫҫӗ те шурӑмпуҫӗпе юрӑ шӑратаҫҫӗ. — Ак ӗнтӗ, — шалчи тулчӗ! — шухӑшларӗ вӑл, туйӑмсӑр пулнӑ пек. Тинӗс талккӑшӗпех хура ҫивиттипе витӗннӗ пек курӑнать. Кӑлӑхах ҫӑткӑнланса пӑхнӑ халӗ майра-патшан ҫулӑмпа ҫунакан куҫӗсем ним хускалман каркӑҫсем ҫине. — Чарӑнӑр, Паганель, — терӗ Гленарван, ӑшне тытса кулаканскер, — мӗскӗн Мак-Набса ан ҫиллентерӗр. Пирӗн умра ҫак кукӑр-макӑрсене тӳрлетесси тӑрать. Пулӑшас-им апла? Паллӑсем пит япӑх! Сывлӑх сунатӑп сана, ман Дмитрийӗм! Эппин, Лушкӑна ҫапла кала вара… салӑпа ҫӑкӑр илсе килтӗр… Оленин патӗнчен таврӑннӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр икӗ сехет ҫывӑрса илчӗ те, ҫутӑличчен нумай малтан вӑранса, хӑйӗн кровачӗ ҫинче выртрӗ, ӗнер паллашнӑ ҫын ҫинчен шухӑшларӗ. Лешсем ҫавӑнтах тӑчӗҫ те ун хыҫҫӑн кайрӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ вӗсем ҫиччӗшӗ те дворец пусми ҫине ҫитсе тӑчӗҫ, вӗсем ҫине никам та шанчӑксӑр пӑхмарӗ. Кашниех пытарнӑ пистолечӗсене хӑрах аллипе тытса тӑчӗҫ. Кӑкарса хунӑ лашасем вӗсенчен икӗ утӑмра пулчӗҫ. — Ме, ирсӗр чунилли, ӗҫ христианӑн хӗрлӗ юнне, кӳп!..» Амӑшӗ, ывӑлне темрен хӳтӗлесшӗн пулнӑн, малалла ӳпӗнчӗ, анчах, вӑпӑр пуснӑ пек, урисем вырӑнтан та тапранмаҫҫӗ. Хӑш чухне ывӑлӗн сӑнарӗ ун умӗнче юмахри паттӑр пысӑкӑш ӳссе каять, вӑл амӑшӗ илтнӗ пур тӳрӗ, хӑюллӑ сӑмаха, ун кӑмӑлне кайнӑ ҫынсене, вӑл пӗлнӗ пур пысӑк, ҫутӑ япалана пӗрлештерсе тӑрать. Вӑл кӗтессене, сӗтел-пукансене шӑршласа пӑхнӑ, кайри пӳрте кӗрсе тухнӑ, анчах интереслине нимӗн те тупман. Ҫапла пулнӑ ӗнтӗ этемсем. Халӗ мӗнле ӗнтӗ эс, чунӑм? Аслӑ турӑ! ҫак вилӗм кӳрен хӑрушӑ вырӑнта хӑйсене мӗн пуласса пӗлменнисем, мӗншӗн ӳкӗннине уҫҫӑнах чухламасӑр ӳкӗнекеннисемпе хӗн-асап кураканнисем чунтан татӑлса, хӗрӳллӗн, пуриншӗн те ӑнланмалла кӗлтунине пӗр эсӗ ҫеҫ илтсе пӗлсе тӑратӑн, виличчен пӗр секунд маларах кӑна ирхи апат ҫинчен, мӑйне Георги ҫакасси ҫинчен шухӑшлакан, анчах та ҫав хушӑрах эсӗ ҫывӑхрах иккенне хӑраса туйса тӑракан генералран пуҫласа халран кайнӑ салтак таранах, Николаевски батарея урайӗнче, ҫара ҫӗрте, выртнӑ хушӑра санран тивӗҫсӗр чӑтса ирттернӗ мӗнпур хӗн-асапсемшӗн хӑвӑртрах, лере ҫитсенех хӑйне тивӗҫ пек туйӑнакан наградӑна пама ыйтакан выҫӑ та пыйтлӑ салтак таранах кӗлтӑваҫҫӗ сана! Кӗвӗҫекен ухмах упӑшка ҫеҫ кунта аван мар япала пур тесе калама пултарать. Ура тӑпӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ те, алӑк та шалтлатса уҫӑлчӗ. Унтан пурте пӗр сасӑпах хӑйсене ӑнлантарса пама ыйтрӗҫ. ССР Союзӗнче питӗ ухатан тата пӗр ывӑнма пӗлмесӗр крайсемпе облаҫсен чиккисене улӑштарса тӑма хатӗр, ҫавӑн пирки ӗҫре пӑтраштарупа шанчӑксӑрлӑх кӳрекен ҫынсем пур. Е эсир юрӑхсӑр элексене мӗн чухлӗ те пулин шута илме пултаратӑр-и? Миррӑна финиксен кӗленчинчен, Суламифӗн шӑп та шай мӗнпур укҫинчи динари чухлӗ тумлам шутласа, тӑмран тунӑ пӗчӗк флакона ҫав тери асӑрханса янӑ вӑл, унтан ҫак ӗҫне вӗҫленӗ те, савӑчӗн ҫӑварӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ ҫӑва пӑкӑпа сӑтӑра-сӑтӑра пухнӑ май, чеен кулкаланӑ: — Хура хӗр, хӳхӗм хӗр! Ненецсем пурте пӗр харӑс шавлама пуҫларӗҫ, анчах та тухтӑр аллине ҫӗклерӗ те вӗсем чарӑнчӗҫ. Пӗр кун пӑхмаҫҫӗ, тепринче те — ҫавах. Саша кӗтесрен ҫавӑрӑнса кайса, урам енчи хӳме патне пырса, пӗр ҫӑка айӗнче чарӑнса тӑчӗ те, куҫӗсене чарса юнашар ҫуртӑн тӗксӗм чӳречисем ҫине пӑхса илчӗ. Паллах, кам кама хӑтарни маншӑн пулсан, пурӗпӗр», — шухӑшласа пычӗ Виктор, хуланалла утнӑ май. — Вӑл хулара пурӑнма пултараймасть. — Элек! — тесе кӑшкӑрӗччӗ вӑл тарӑхнипе. — Ҫапла, — терӗ боцман. — Эпӗ борт ҫинче чухне эпир пӗрре те Кальяона кӗмен. Эпӗ король ҫуртӗнче пурӑнаканнисене хӗпӗртесе култарма кашни кунах йӳтӗм тупса параттӑм. Глюмдальклич мана пит юратнӑ пулсан та, эпӗ хӑтланнисем король майрине култарас пек туйӑнсан, вӗсем ҫинчен ее величествӑна ҫийӗнчех каласа кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Ҫутӑ ҫӗртен пӑрӑнмалла! Ҫав виҫҫӗмӗш саманари йывӑҫ-курӑк ҫулҫисем нимӗн тӗссӗр, шӑршӑсӑр, вӗсем сывлӑш ҫинче выртса тӗсӗ кайнӑ хут пек курӑнаҫҫӗ. Ҫук, йӑлтах пулнӑ. Мӑчавӑрсем хӑвӑрттӑн чакса сирӗлнӗ те храмра пулнисем пурте кӗпи-йӗмне пач хывса пӑрахнӑ Ливан ютахине, ҫӳллӗ, шӑмми ҫеҫ тӑрса юлнӑ, хӑрушла сарӑхнӑ ӳтлӗскере, курах кайнӑ. Лешӗ тайӑнса кайрӗ те Поттер ҫинелле авӑнчӗ, ӑна хӑй юнӗпе вараласа пӗтерчӗ. Капланса килнӗ пӗлӗтсем ҫав хӑрушӑ сценӑна тӗттӗмпе хупласа лартрӗҫ, хӑраса ӳкнӗ ачасем каялла ҫаврӑнса пӑхмасрах сиккипе тара пачӗҫ. Хӗрӗ час-часах ҫӗрле пырса кӗретчӗ те, вӑл ӑна ҫенӗхе ҫӑнӑх миххисем ҫине илсе каятчӗ, е — сивӗ пулсан — икӗ куҫ хушшине пӗркелентерсе мана: — Пӗр ҫур сехетлӗхе тух-ха! — тетчӗ. Вӑрлӑх фондне хӑвӑртрах пухса ҫитересси пирки калас пулсам, манӑн сире ҫакӑн пек канаш парса хӑварас килет: малтан пухусем пухса ирттерӗр, хресченсене ҫав фонд мӗн иккенни ҫинчен, вӑл мӗн тума кирли ҫинчен ӑнлантарса парӑр, унтан вара ҫапла массӑллӑ ӗҫ пуҫарса ярӑр, — терӗ те вӑл, мӗн тумаллине тӗплӗн, васкамасӑр каласа пачӗ. Хӑйне хӑй хӗрхенмесӗр пурне те тӳсме пултаракан ҫамрӑк хӗр умӗнче Джон Мангльс ҫӳле ҫӗкленеймерӗ. — Ну, каламан пулсан, поэт пулнӑ май, ҫавӑн пек калама пултарнӑ, каламалла пулнӑ. Ҫавна сиссен, Эль-Койот ответлерӗ: — Эсир шикленнисем пит тӗрӗс. Кам та пулин килчӗ-и? — Ҫаплах, ара, — астутарчӗ Лушин, — курнӑҫлану та пӑхӑнманлӑх — сирӗн пӗтӗм натурӑр ҫак икӗ сӑмахра. Мухтава кӑларӑр ама-турӑ ятне. Мӗн усси пултӑр-ха вунпилӗк фут хулӑнӑш стенана етрепе пенинчен? Чӑт! ыран манӑн мӗнле укҫапа апат ҫимелле-ха вара? Ҫапах та, Кольхаун пуҫне сасартӑк пӗр шухӑш пырса кӗрсе, малтан шутланисене йӑлтах улӑштарса пӑрахнӑ. Эсир тата? — ыйтрӗ вӑл Дуняша енне ҫавӑрӑнса. — Турӑ пулӑштӑр сире». Дуня курӑнни килнӗ ҫын кӑмӑлне яланхи пекех тепӗр майлӑ ҫавӑрса янӑ. Ку таранччен турӑ эпӗ кӗлтунине итлерӗ: эсӗ виҫерен тухса каймарӑн, хамӑра мар, ачасене тивекен пӗтӗм пурлӑха пӗтермелле тумарӑн е … шухӑшлама та хӑрушӑ, ку сехӗрлентерӳллӗ инкек яланах хӑратса тӑрать пире. Эмиль Санина хирӗҫ чупса тухрӗ, — Санин килессе вӑл пӗр сехетрен те ытларах кӗтнӗ — ӑна ӗнерхи лайӑх мар ӗҫ пирки амӑшӗ нимӗн те пӗлменни ҫинчен, ӑна систерме те кирлӗ марри ҫинчен, хӑйне татах магазина яни ҫинчен, анчах хӑй унта каймасӑр ӑҫта та пулин пытанса тӑрасси ҫинчен васкаса ӑна хӑлхаран пӗлтерчӗ; ҫаксене пурне те вӑл темиҫе ҫекунд хушшинче каласа пӗтерчӗ те Санин хулпуҫҫийӗ ҫине таянса, ӑна хӑвӑрт чуптуса илсе урам тӑрӑх анаталла чупрӗ. — Мӗне? Акӑ, пӑх! — Ҫук, сударыня, нихӑҫан та апла пулманччӗ! Эпӗ Павел Одинцовпа пит туслӑ пурӑнаттӑм; кайран унтан лайӑх мастер пулса тӑчӗ, анчах вӑл нумаях пурӑнса ҫитереймерӗ, вӑтӑр ҫула ҫитеспе ним майсӑр ӗҫме тытӑнчӗ, кайран эпӗ ӑна ҫапкаланчӑка тухсан, Мускавра Хитров рынокӗнче тӗл пулнӑччӗ, нумаях пулмасть тата, вӑл тифпа чирлесе вилнӗ тенине илтрӗм. Мӗншӗн эсир кунта мар-ши! «Каларӑм» тесшӗнччӗ эпӗ, анчах аппа хӑй сӑмах хушрӗ: — Мӗн пирки эсӗ, Сид? Енчен эсӗ пирӗн ҫинчен никама та шарламастӑп тесе сӑмах парсан, негрна та ҫапла тума чарсан, эпӗ сана негра ӑҫта шырамаллине калатӑп. Эпӗ сӑмах патӑм. Кадильнӑсемпе систрсен чӑнкӑртатӑвӗ майӑн хурлӑн йӗрсе, Изида ама-туррӑн процессийӗ вара ерипен алтарь пусмисем ҫинчен, стенасем ҫумӗпе те колоннӑсем хушшипе, аялалла, храмалла анма пуҫланӑ. Вӑл ытла капӑр тумланман, анчах та пӗлсе, килӗшӳллӗ тумланнӑ. Альпагаран ҫӗлетнӗ шӗлпӗртерех сӑхман, хура атласран ҫӗлетнӗ жилет тата нанковӑй брюки тӑхӑннӑ. Халӗ макӑрма пуҫлӑн-и ӗнтӗ? Катя ашшӗн «Грили экспедицийӗ пӗтнин сӑлтавӗ» ятлӑ кӗнеки ҫинчен те шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫӗ хушшине пӳрнисене чиксе хунӑ та шанӑҫ пӗтнӗлӗхпе пӑшӑлтатать. — Эпӗ йӑнӑшрӑм. Темӗскер чей пит ӗҫес килет, ҫӑрине, вӗрине… Ҫавӑнпа та станца пуҫлӑхӗсем манран питех именместчӗҫ, час-часах хам шухӑшпа хама тивӗҫлӗ пек туйӑннине те эпӗ вӑрҫса анчах илеттӗм. — Ӑҫта илтнӗ эсӗ ҫак киревсӗр юрра? — тесе ыйтнӑ вӑл хӑйӗн хӗрӗнчен. Вӑл таврара мӗн пуррине пӑхмасӑр, тӑвӑр сукмакпа хӑравҫӑ лаша пек тӳрех малалла васкавлӑ утать. — Ухмахсем, кушак вӑл — сунарҫӑн тискер кайӑкӗ, йытӑран та пултаруллӑрах. — Анчах ку сирен йӑхӑн историйӗ вӗт-ха… «Св. Мария», почтӑсӑр-мӗнсӗр вырӑнсемпе, юрпа пӑр хушшинчен пырать. Валя темӗнле улшӑннӑ сассипе кӑшкӑрса чӗннӗрен, эпӗ, алӑкран та тухса кайнӑччӗ пулин те, ҫавӑнтах калле ҫаврӑнтӑм. Эсӗ манпа хупа ху калаҫнӑ пек калаҫ. Вӑл аллисемпе хӑлаҫланса:— Килеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрать. Яши Степан Бояркинӑн сӗтелӗ хушшинче ларать, служба ӗҫӗпе тума кирлине туса тӑратӑп тесе, вӑл хӗпӗртенипе час-часах хӑйӗн кӑмӑллӑ куҫӗсене хӗскелесе, лампа ҫути ҫинелле пӑхкаласа илет. — Мӗн патӑр? Эрех-и? — ыйтрӗ сержант. Гриша пуҫне ҫӗклерӗ, хуллен ун-кун пӑхрӗ те, кӗлӗсем каласа, пур кӗтесселле те хӗрес хывма пикенчӗ. — Наталья! — тенӗ Игнат. Ҫак Гуж-ле-Брюан хай ҫинчен историйӗ палӑрмаллах йӗр хӑварнӑ. — Тӑвӑр пулсан та, кӳренес мар: чӗрӗ шӑмӑ шӑнӑҫать, — терӗ те суд приставӗн тӑванӗ, тармаклӑн ахӑрттарса ячӗ. Пӑрахӑр ӗнтӗ ҫав ухмахла калаҫӑва! — Мӗнле тивӗҫпе кӑшкӑратӑр эсир? — терӗм эпӗ, вӑл мана кӳрентернӗрен ҫиленме пуҫласа. Эсир Малевский халӗ маншӑн кам иккенне пӗлетӗр — фи! Хӗр пуҫне силлесе илчӗ. Пулӑшӑрсамччӗ мана, тухӑр кунта! Эпӗ тахҫантанпах пыра хӗссе те куҫа ҫунтарса тӑнӑ куҫҫуле текех тытса чараймарӑм. — Ӗҫлекен кирлӗ, теҫҫӗ, — анчах мӗн ӗҫлемелле? Юлашкинчен, эпӗ тӑтӑм, хамӑн вырӑн патне пытӑм та, асӑрханса, хывӑнмасӑрах, пуҫӑма минтер ҫине хутӑм, кӑрт-карт хускалнипе хамӑн тутлӑ туйӑмсене сирсе ярасран та шиклентӗм. Турӑ ҫырнине тупсассӑн, урӑххине юратсассӑн — телейлӗ пулӑн, Петр Андреич; а эпӗ вара сирӗншӗн, иксӗршӗн те… — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах йӗрсе ярса, ҫаврӑнса утрӗ. — Ҫылӑх каҫарттармасӑрах вилчӗ, — терӗ амӑшӗ, ҫӑнӑх тултарнӑ темӗн пысӑкӑш михӗ пекскер. «Итлӗр! — Кӗр-ха, Джонпа калаҫса ил. Вӗсенчен пӗри — Морис Джеральд, мустангер, тепӗри — Кассий Кольхаун, кавалери капитанӗ. Лешӗ Юргинпа Лопухова тата Олейника, тыткӑна лекнӗ нимӗҫпе пӗрле, халех полкӑн команднӑй пунктне пыма хушрӗ. Чулсем хушшинчен ҫӑмӑллӑн ҫӗкленсе улӑхакан шыв пӑсӗсем ӑшӑ ҫӑлсем пуррине кӑтартаҫҫӗ; ерипен те лӑпкӑн калаҫса выртакан ҫырма шывӗсем ҫав пысӑк шыва юхса хутшӑнаҫҫӗ. Эс — кӑтартса пар! Тӑр, каска! Темшӗн ҫуратса янӑ! Вӑл кирек кам пулсан та, пурӗпӗрех. Унсӑр пуҫне тата эпӗ кунти пӗр строительнӑй кантурпа калаҫса татӑлнӑ… Пирӗн ҫул урлӑ ҫырма каҫса каять. Хам анса каймалли тӗпсӗр шӑтӑка эпӗ пырса та пӑхман-ха. Николай ӑна ваннӑна кӗртме пулӑшрӗ те, алӑкран ҫӳллӗ, курпунтарах ҫын кӗчӗ, вӑл тӳрех хырнӑ питҫӑмартине вӗрсе хӑпартса ӳсӗрме тытӑнчӗ, унтан сурчӗ те хӑйлатакан сасӑпа:— Ырӑ сывлӑх пултӑр… — терӗ. Алексей ҫӗрпӳрте кӗмерӗ. Лушка аллисемпе пилӗкне тытрӗ, ун ҫине ҫунтарас пек пӑхса илчӗ. Помидор-и, кавӑн-и? Гурка, кичем пулнӑран, тепӗр хӑйӑр тӗмӗ хыҫӗнче ларакан абрексемпе перкелешсе илнӗ. Нумай калаҫрӗҫ. Пӑртак каярахпа эпир бизаньпе марсельсене — пысӑккипе пӗчӗккине — ҫӗклерӗмӗр. Кандов шурса кайрӗ. Чӗлӗме тивертсе ячӗҫ. Вӑл алӑран алла куҫма тапратрӗ. — Апла ан пултӑр. Эпӗ шухӑша кайрӑм. Вӗренме каятӑн-и? — Ӑҫта тата? — ҫиленсе ыйтрӗ кукамай. — Кашни хӗрарӑмах ҫавӑн пек тӑватчӗ ӗнтӗ. — Хам куртӑм, — килнӗ! Василиса Егоровна, пулясем шӑхӑрнипе йӑвашланнӑскер, йышлӑ хӗвӗшӳллӗ ҫеҫенхирелле пӑхрӗ те, упӑшки енне ҫаврӑнса: — Иван Кузмич, чӗрӗ е вилӗ пуласси турӑран килет: пилле Машӑна. Часах ак пӗчӗк шыв хӗррине те тухрӗҫ. Сасӑ сӳнчӗ. Шуйттан манран куласшӑн пулчӗ пулас. — Трелони, — терӗ доктор, — эпӗ хам кӗтнинчен вуҫех урӑхла, эсир карап ҫине икӗ тӳрӗ ҫынна — капитан Смоллетта тата Джон Сильвера чӗнсе илнине ӗненсе ҫитрӗм, — терӗ вӑл. Улмуҫҫисем ҫурӑлнӑ, сала ҫурчӗсем кӗренрех юр куписем пек курӑнакан чечек айне пулнӑ, вӗсенчен кӑшт йӳҫӗрех шӑршӑ тухса тӑрса тикӗтпе тислӗк шӑршине аяла тӑвать. Айӑплӑ ҫын, хӑйне ниҫта кайса кӗрейми хӗстерсе ҫитерсен, чӑннине калать пулсан, вӑл, ман шутпа, теветкеллӗ ӗҫ тӑвать, ну, эпӗ хам, паллах, ун пек туса курман, ҫирӗплетсех калаймастӑп, ҫавӑн пек пуль тетӗп кӑна, халӗ ак манӑн ӗҫ-пуҫ ҫавӑн пек килсе тухрӗ те, туршӑн та, тӗрӗссине каланине нимӗн те ҫитмест пуль тетӗп, ҫапах та тӗрӗссине калани суйни пекех хӑрушӑ мар. — Юратмаҫҫӗ пире, — терӗ Петр. — Эсир хӑвӑр ӑнланма тивӗҫ, Давыдов юлташ… — Тосун-бей чи малтан ман Бяла Черкван тимӗр кӑкӑрне тӑрӑнса пӑхтӑр… —Тӳрре тухма та тӑрӑшмӑп, хам мӗн тунине те ӑнлантарса памӑп. Эпӗ сире юратмастӑп. — Учитель сывах иккен! Ҫынсем хӑйсене хӑйсем нимӗн тӑва пӗлми пек тыткаланӑ, алӑсӑр пек пулнӑ. Вӗсем хӑйсен крепоҫӗсене пӑрахса хӑварасшӑн пулман, бастионӗсем вӗсене тӑван кил пек туртнӑ, унта вӗсем харсӑррӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха! Манпа ҫак япала хушши акӑлчансен пӗр милӗ чухлӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Анчах — ӑҫта, хӑҫан? Манӑн пӗртте хӑсас килмест, — терӗ Джо. Nous avons change tout ҫа. — Мӗ-ӗн? — ун еннелле ҫаврӑнса пӑхнӑ Званцев. — Вӑхӑтлӑха сирӗн ытлашши юбка тупӑнмасть-и? Дымок, ӑнланса илнӗн, йӑл кулса, ун хыҫҫӑн пӑхса юлать, малалла иртсе каять. Вӑл, канав ӑна ӑҫта илсе тухассине пӗлмесӗрех, ун тӑрӑх утрӗ. Павел, инструмент ещӗкне ил те, кайса кил-ха ҫавӑнта. Клистирсем, шприцсем вӗсем, шуйттан пуҫӗсем! — Тата мӗн пур? Ҫул ҫинче пирӗн отряд вӗсене пӳлнине курса, ҫав тери хӑвӑрт чупма пултаракан Бен Ганна мала янӑ. Бен Ганн ҫавӑнтах хӑйӗн юлташӗсем пулнӑ ҫынсем тӗшмӗше ӗненнипе усӑ курма шут тытнӑ, чӑн та вара вӗсене сехӗрлентерсе ҫитернӗ. — Мӗншӗн апла? Ҫав тери асапланатӑп, канӑҫ йӑлт ҫухалчӗ, ларас та, тӑрас та килмест. Ун пуҫне сасартӑк ҫакнашкал шухӑш уйрӑмах уҫҫӑн пырса кӗчӗ: «Ак эпӗ, Дмитрий Оленин, пуринчен те ҫав тери уйрӑлса тӑракан чун, халь пӗчченех — турӑ пӗлет-и таҫта — пӑлан, ватӑ та илемлӗ, тен, нихҫан та этеме курман пӑлан пурӑннӑ вырӑнта тата ҫынсенчен никам та нихҫан та ларман тата ларма шухӑшламан вырӑнта выртатӑп. — Мӗншӗн-ха эсӗ саламламарӑн ӑна? Анчах та, Пӑлаки мӗн чухлӗ нумай ӳкӗтленӗ, Фоман унран уйрӑлас мар текен шухӑшӗ ҫав тери ҫирӗпленсех пынӑ. Вӑл мана курчӗ те чарӑнса тӑчӗ, улӑм шлепкине ҫӗклесе, ман ҫинелле бархат пек куҫӗсемпе пӑхрӗ. — Мӗнле пытарас-ха? Ҫын ҫылӑхӗшӗн вӗсем айӑплӑ мар… Иван Ивановичпа Иван Никифорович хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн мӗн пулса тӑчӗ? Чӑн та, хамӑн пысӑках мар наукӑмпа эпӗ унӑн тӳнтерле ӑсталӑхӗнчи нумай-нумай енсене ӑнлантарса пама пӗлеймен. Олеся хӑй айванла шанӑҫлӑхпа каланӑ вӑрттӑнлӑхсенчен ҫуррине чухлаять-и, ҫук-и те, эпӗ ӑна пӗлместӗп тата калама та пултараймастӑп, анчах хам куҫпа час-часах курнисем мана ҫакна ним иккӗленӳсӗрех ӗнентерме пуҫларӗҫ: тӑнпуҫпа мар, инстинкт урлӑ, ӑнсӑртла сӑнавсенчен кӗнӗ тӗтреллӗ те тӗлӗнтермӗшле пӗлӳсем Олеҫҫӑн пур, пурах, вӗсем, тӗрес наукӑсенчен ҫӗршер ҫул мала иртсе кайнӑскерсем, кулӑшла та тискер ӗненӳсемпе хутӑшса, ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑх евӗр, ӑруран ӑрӑва куҫса, тӗттӗм те хупӑнчӑк халӑх йышӗсенче пурӑнаҫҫӗ. Николай Артемьевич та ватӑлнӑ, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ; Августина Христиановнӑпа уйрӑлнӑ… — Чӑнах та ҫапла. Давыдов Нагульнова пӗрремӗш ушкӑна ертсе пыма хушрӗ, анчах лешӗ тем тусан та кайма килӗшмерӗ. — Тит кӳлсе кайрӗ вӗсене. Спектакльте актерсем выляҫҫӗ, спектакле хатӗрленӗ ҫынсем айккинчи ложӑсенчен тата балкон ҫинчен актерсем ҫине ывӑннӑн та пирӗншӗн пурпӗрех тенӗ пек пӑхса лараҫҫӗ. Анчах Базаров кунта та пӑр пекех сивӗ пулчӗ, вӑл Павел Петрович ырӑ кӑмӑлланасшӑн пулнине ӑнланчӗ. Вара вӑл ирӗксӗрех пирӗн пата килӗ: тархасшӑн, купецсем, пулӑшсамӑр, тейӗ. Эпир ӑна: парӑр пире ӗҫлемешкӗн ирӗк! Демид Попович ахаль тумтирлӗ виҫӗ ляха чиксе пӑрахрӗ тата икӗ пуян шляхтича лашисем ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗ. — Вара хирӗҫ каласса кӗтмесӗр, питӗ тарӑхса лач сурчӗ те, пӳлӗмрен сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ. Пантелей хӗрес ҫине, унтан Дымов ҫине пӑхрӗ те:— Микола, ку вӑл утӑ ҫулакансем купсасене вӗлернӗ вырӑн пулмарӗ пуль те? — тесе ыйтрӗ. Вӗсене чӗрӗ ҫын вырӑнне хумаҫҫӗ, ура айне пулнӑ чула тапнӑ пек, тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ; пӗрле пыракан нимӗҫсем мӑшкӑллаҫҫӗ, кулаҫҫӗ. — Ҫак эсир шухӑшласа пӑхмасӑр тунӑ, хӗрӗм… Эсӗ… уяр аҫа ҫапасран та хӑрамарӑн-и? Ах, мӗн пурӗ те калама пӗлесси ҫеҫ! Мӗнпур ӗҫе ҫав пӑсать! Пушатса хунӑ кӗленчи канасси ҫинчен шухӑшлаттарнӑ пулас. — Ку пирӗн Паганель тусӑмӑра мая килет. Картишне ҫырма енчен пӳлнӗ лутра ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли тунӑ. Ватлӑх енне сулӑннӑ кил хуҫи ун урлӑ ҫырмана шыв ӑсма ҫӳрет, пахчара купӑста, хӑяр, помидор шӑварать. Эпӗ темиҫе хут та тытса пӑхрӑм ӑна. — Ҫапла ҫав, — тесе ҫирӗплетрӗ Паганель, — ҫитменнине ку хулара эпир, сӑмах та ҫук, ҫул ҫинче кирлине пурне те тупатпӑр. Пӗлетӗн-и, кунти служба ман вӑҫленнӗ, начальствӑ мана хулана таврӑнма чӗнет. Ҫармӑса вӑл хулпуҫҫийӗнчен юлташла ҫапса илчӗ те, лешӗ ӑна хирӗҫ ним чӗнмесӗр анлӑн, савӑнӑҫлӑн та пӗр именӳсӗр кулкаларӗ. — Ну, тӑванӑм, санӑн та ӑсу касӑри вӑкӑр ӑсӗ чухлех, ним те ытла мар. — Вӑл ӗҫре эпӗ кӑна мар, «Овод» та, унӑн ревоциллӗ романтики те айӑплӑ. — Вӑл тахҫантанпах ҫакӑн пек сӑнарлӑ. Тавлашу пуҫланса каять. Самант хушшинчех вӗсем виҫӗ тӗттӗм кӗлетке тӑракан палуба ҫине хӑпарса кайрӗҫ, лешсем, сухаллӑскерсем, пӗр-пӗринпе селӗппӗн пӑшӑлтатса, тӗлӗнмелле чӗлхепе хавассӑн калаҫаҫҫӗ, борт урлӑ Челкаш кимми ҫине пӑхаҫҫӗ. — Ҫавӑн пек ҫав ман пулас пурнӑҫӑм, унта нимӗн тӗлли-палли те ҫук, хӑрушлӑх тесен — вӗҫӗ-хӗррисӗр. Эпӗ унпала хамах татӑлатӑп, ку ӗҫре эсӗ ытлашши ҫын. Эпир Грушницкипе пӗрле тухрӑмӑр, урамра вӑл мана алӑран тытрӗ те нумайччен пӗр чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн:— Ну, мӗн калӑн? — терӗ. Василий пуп куҫӗсене тӑватӑ ача ҫине тӗллерӗ. Вырӑна ҫитрӗ, президиума тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, васкамасӑр аллине кӗсйине чиксе ячӗ. «Св. Мария» шхуни ҫыннисем хашлата-хашлата сывласа, суккӑр пулас мар тесе куҫӗсене хупса йывӑррӑн иртнӗ ҫула, эпӗ, ача чухнехи куҫа йӑмӑхтаракан тӗлӗкри пек аса илсе, ҫур градусран та ытла йӑнӑшмасӑр хут ҫинче туса кӑтартмастӑмччӗ-и вара? Хӑйӗн юратуне вӑл икӗ большевика панӑ. Этем никам пурӑнман утрав ҫинче виҫӗ ҫул хушши чӗрне хышласа пурӑннӑ пулсан, Джим, унӑн пуҫӗнче, санӑн пуҫӑнти е манри пек, йӗркелӗх пулаймӗ ҫав. Ревкома хирӗҫ ларакан ҫуртра уйрӑм ӗҫсене тума пухнӑ рота вырнаҫнӑ. — Ӗҫлӗхлӗ ҫын… Халь-халь тытӑҫса ӳкме хатӗрленнӗ пек, вӑл урисене чарса, хӗрарӑм купарчи евӗр сарлака купарчипе сӗтел ҫумне тайӑнса тӑрать. Эпӗ, тӗрӗссипе калас-тӑк, ҫав тери хӑраса ӳкрӗм. Вӑл пирӗн территори урлӑ Аслӑ океанран пуҫласа Хура тинӗс патне ҫитиччен сарӑлса выртакан 200 километр сарлакӑш йӗрпе иртсе кайнӑ. Мӗнле те пулин хум тинӗсе шӑлса ывӑтасран, вӑл хӑйне вӗренпе пилӗкрен кӑкарчӗ. — Пирӗн ӗҫ — ун пек тума чарасси! Пирӗн ӗҫ, Павел, ӑна тытса чарасси! Хура сухалӗнче кӑштах кӑвакарнӑ пӗрчӗсем палӑраҫҫӗ. — Нимех те мар… Эп ӑна пӗлместӗп… — уйрӑм-уҫҫисӗр ответленӗ Любовь. Мана каллех суя патша патне илсе пырса, ун умне чӗркуҫлантарчӗҫ. Ҫав ҫӗмрен йӗппишӗн вӗсем масар ҫине кайрӗҫ, унта тупӑннӑ ылтӑн пире ытларах та пулӑшрӗ: енчен ҫав тӑн ҫухатнӑ ухмахсем ылтӑн курассишӗн тупӑк патнелле талпӑнман пулсан, пирӗн паян мӑйсене питех те ҫирӗп галстук ҫыхса ҫывӑрма лекетчӗ. Апат, чӑн та, пӗтсе пычӗ, ҫапах та халлӗхе пур-ха, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсене чиперех туйрӗҫ. Анчах ҫав ҫын ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ, амӑшӗ урӑх япала аса илме пикенчӗ те ун ҫинчен ҫавӑнтах манса кайрӗ. Ирсерен Алексей зарядка турӗ, унтан, пукан ҫинче ларса, урисене самолётпа управлени тумашкӑн хӑнахтарчӗ. — Ҫук-ҫке, мӗншӗн… Амӑшӗ чашӑк-тирӗк пуҫтарса сӗтел патӗнче тӑрмашрӗ, унӑн кӑмӑлӗ тулчӗ кӗҫӗр, савӑнӑҫлӑн пӑлханнипе вӑл тарласа та кайрӗ, — ӗҫсем ҫав тери лайӑх та мирлӗн вӗҫленнӗшӗн вӑл питӗ хӗпӗртерӗ. Ҫапла майпа вӗсем халӑха тӗн тӗшмӗшӗпе хӑратса тӑнӑ. Хушса ҫырнӑ хут таткине сӗтел ҫине хӑварса, Давыдов тӳрӗ ҫулпа Шалый патнелле утрӗ. Такама вӗлермен пуль те? Кашнийӗнех хӑйӗн ҫӗрне ҫийӗнчех илес те хӑйне ҫурт лартас килет, хӑй лаптӑкӗнчи вӑрманне касас тата йывӑҫ сайра ҫӗрте, шывран ҫывӑх уҫланкӑра вырӑн илес килет. Кусем пӗр вӑхӑтрах тусемпе шывсем ҫинче тата ҫеҫенхирсемпе вӑрмансенче пыракан ҫапӑҫусем те пулнӑ, ун пек ҫапӑҫура утлӑ салтаксемпе те, десантниксемпе те, парашютистсемпе те, сапер-диверсантсемпе те усӑ курма май пулнӑ, салтакӑн пултарулӑхӗ вӑрҫӑри йывӑрлӑхсенче ҫирӗпленнӗ, мӗншӗн тесен пӗр вӑхӑтрах наступлени те туса пымалла тата оборонӑна та тытса тӑмалла пулнӑ, куҫса пымалла тата шӑтӑк чавса ҫӗр ӑшне пытанмалла, хӑвна ункӑра та пулма тивнӗ тата ҫав вӑхӑтрах тӑшмана та ҫавӑрса илекенсем пек туймалла, суранланса ӳкмелле — ҫапах та пӗр чарӑнмасӑр малалла, хӗвеланӑҫнелле куҫмалла пулнӑ. Лётчик-истребитель! Сире Лӑпкӑ океанӑн пӗр пушӑ утравӗ ҫине антарса хӑварма сӑмах паратӑп. Ҫулҫӑсем сайра хутра ҫеҫ пӗр-пӗринпе кӑшт илтӗнмелле тата васкаман пек пӑшӑлтатаҫҫӗ; каҫа юлнӑ пыл хурчӗсем чечек ҫинчен чечек ҫине вӗҫе-вӗҫе лараҫҫӗ; таҫта кӑвакарчӑн пӗр пек те ывӑна пӗлмесӗр кӑвиклетет. Ал хӗрсе кайнӑ май эпӗ те заявлени ҫырса патӑм. — Ҫак ҫын мана чи ирсӗр майпа элеклесе пӗтерчӗ. Унтан ытлашши никам та ман ҫине элеклеме пултарайман. Радуб тӑчӗ, айӑпланакан енне ҫаврӑнса, ӑна честь пачӗ. Унтан кӑшкӑрса ячӗ: — Апла пулсан, манӑн пуҫа та касса пӑрахӑр, мӗншӗн тесен, ҫакна турӑ ячӗпе тупа туса калатӑп, эпӗ те малтан старикӗн, унтан пирӗн командирӑн ырӑ ӗҫӗшӗн питех те хаклӑ тӳленӗ пулӑттӑм. Ку шухӑш начар мар тесе йышӑнчӗ Том, ҫавӑнпа ӑна кӑранташӗпе ҫырсах хучӗ. — Ан хӑра, — хуравларӗ Зухин така шӑммин миммине ӗмсе кӑларнӑ май (астӑватӑп-ха, ҫав вӑхӑтра эпӗ ак мӗнле шухӑшларӑм: вӑл миме нумай ҫиет, ҫавӑнпа питӗ ӑслӑ). Иккӗшне — Тимошкӑпа Макара — пытарнӑ-пытарманах виҫҫӗмӗшӗ сиксе те тухнӑ!». Кашни батальонра тӑватҫӗр салтакран ытла мар. Вӗсем ҫӗршывӗ Саскатчеванран пуҫласа Иеллоустон юханшывӗ таран кӑнтӑралла, унтан Чуллӑ сӑртсем таран хӗвелтухӑҫнелле ҫӗр километр таран тӑсӑлса выртнӑ. Пӗр тӗслӗ тум тӑхӑнтараҫҫӗ, пурне те пӗр наукӑна вӗрентеҫҫӗ, йывӑҫ пек ӳстереҫҫӗ этеме… Илтетӗн-и? Монсиньор Монтанелли Флоренцие октябрӗн пӗрремӗш кунӗсенче килнӗ. Вӑл ҫав алӑ ҫумне тутисемпе пӗрре те сӗртӗнменни ҫинчен шухӑшласа илчӗ… — Ах, турӑҫӑм, вӗсем мӗскӗн Триллине тата ытларах тарӑхтараҫҫӗ! — макӑрас пек кӑшкӑрса ячӗ кӑвак халатлӑ хӑрарӑм. Анчах ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: лайӑхрах пурӑнас килни вӑл нимех те тума хушмасть, мастерскойӗн пурӑнӑҫӗнче мастерсем пӗр-пӗринпе мӗнле пурӑнассинче нимне те улӑштармасть. Йӑмӑка вӑл яланах юрататчӗ. Пичӗ ҫинче ун тискер кайӑкӑнни евӗр темле канӑҫсӑрлӑхчӗ. Ҫынсем ҫук пулсассӑн, акӑ, сире лайӑх пӑхса ярӑпӑр, хаклӑ хӑнамӑрсем. Принципсене вӑл ҫине тӑрса, пӗр пӑркаланмасӑр хӳтӗлет. Чаршав ӑшӗнчен пушӑ рама кӑна курӑнать ӗнтӗ. Кунтан инҫерех, ҫырма тинӗсе юхса кӗнӗ вырӑн патӗнче, йывӑҫсем хушшинче пысӑк вут ҫути ялкӑшать. Вутпа карап хушшинче тинӗсре шлюпка пӗр чарӑнмасӑр ҫӳрет. Ирхине ҫав тери салхуллӑ пулнӑ матроссем, халӗ ишнӗ май кӑшкӑраҫҫӗ, пӗчӗк ачасем пек кулаҫҫӗ. Пӑнчӑсем хӑйне хупӑрласа тӑракан йӗри-тавралӑхран сахалтарах хӗрнӗ, ҫавӑнпа вӗсем тӗксӗмрех. Акӑ вӑл лутрарах чие йывӑҫҫисем хушшинче ларакан пӳрт алӑкӗ умӗнче хуллен чарӑнса тӑчӗ. Ҫак вырӑна эпӗ темиҫе хут вуласа тухрӑм. Эпир Энскран тухса кайнӑ самант, ӗмӗрлӗхе асӑмра юлнӑ самант, манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Анчах та миххисем Вильсон патнех юлчӗҫ. — Сӑтӑр тунӑ ӗнтӗ, сӑтӑр тунӑ, — терӗ Вышимирский. Таврӑнасси пулӗ-ши? Пуҫӗ ҫав тери хытӑ ыратма тытӑнчӗ ун, пуҫӗнчи тутӑрӗ шӑва-шӑва анать, ҫавӑнпа вӑл ӑна хӑрах аллипе тытсах пырать. Вокзал енче ҫывхаракан поезд сасси илтӗнчӗ. Ҫав тери хытӑ тӑрӑшса, килсӗр йытӑ пек выҫӑ пурӑнса, ашшӗ хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах вӑл гимнази пӗтеркелесе университета кӗме пултарнӑ, анчах та вӑйлӑ саслӑ ҫемҫе баспа юрлама пултарни палӑрнӑ та, унӑн вара юрлавлӑ вӗренесси килнӗ. Эпӗ «кулленхи лару-тӑрӑва», «национальнӑй политикӑна», «пӗтӗм тӗнчери ыйтусене» пӗлсе тӑратӑп. «Дункана» вӑл хӑйӗнчен килмен сӑлтавсене пула хӑй аллине ҫавӑрса илеймен. Халех Бяла Черквана! — васкатрӗ хӑйне хӑй Огнянов. Эпӗ ӑна шансах тӑратӑп, — тенӗ Синопа. Вӑл хуллен кӑна тӑрса ун патне утса пычӗ те, ӑна пуҫӗнчен ыталаса, аллипе шӑлса ачашлама тытӑнчӗ, унӑн хытӑрах ҫӳҫ пайӑркисем пӳрне хушшисемпе шӑвӑна-шӑвӑна тухрӗҫ. Чул, тет, э? Ку карта сирӗн-и? Марья Васильевна тӗрӗссине калама хӑрать, мӗншӗн тесен чӑтса тӑма пултараймасть ӑна. «Мӗн тума шутлаҫҫӗ-ха вӗсем?» Вара пӗрин хыҫҫӑн тепри темле тӗлӗнмелле куҫса пынӑ пекле, лӑп иккӗмӗш юланучӗ куҫран ҫухалнӑ тапхӑрта, сеттльмент хӗрринче виҫҫӗмӗшӗ курӑнса кайнӑ. Анчах та Лукашка, юрлама чарӑнмасӑрах, хӗре аллинчен карт туртрӗ те вӑйӑ карти варринелле туртса илчӗ. Ҫавӑнтан пуҫласа, вӑл ӳсме тытӑнать — ҫӳлелле те, аялалла та каять… е пилӗк пус вырӑнне ҫӳрет, е — вунпилӗк пус вырӑнне, е ҫӗр тенкӗлӗх те пулса тӑрать… е кирек мӗнле хакран та ҫӳлерех хӑпарать… Ама-турӑ пӗтӗҫленнин аслӑ вӑрттӑнлӑхӗ пулса иртнине пӗтӗм тӗнчене евитлесе, йывӑҫ мӑлатукпа тем пысӑкӑш пӑхӑр ҫаврашкана ҫапнӑ вӑл. Паян пӗр сехетре… — терӗ. — Чим-ха эппин, ак ҫакӑнта ҫырса хурам. Питӗ аван! Эпӗ пурне те… Тепӗр кунне эпир чей ӗҫнӗ хыҫҫӑнах сунара тухса кайрӑмӑр. — Ура, какӑр, пурте тӗреклӗ пултӑр… — Мӗнле ҫын пулнӑ вӑл Бауш? — тесе ыйтрӑм эпӗ кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫак «ахаль хӗрарӑм» ун умне кӑштах таянса, кушак уттипе ун ҫумӗнче утса пынӑ май, куҫран пӑха-пӑха илчӗ; ҫак «ахаль хӗрарӑм» ҫамрӑк хӗрарӑм пулнӑ, ун пеккисем пире, ҫылӑхлӑ та ҫемҫе арҫынсене, тыткӑна илме, пирӗн чӗресене лӑпкӑн ҫунтарса илме пултараҫҫӗ, анчах ун пек тума пурте мар — пӗр йӑхран мар, хутӑш йӑхран тухнӑ хӑш-пӗр славян хӗрарӑмӗсем анчах пултараҫҫӗ! Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! Лукашкӑна вӑл шыв юххинче мар, ӑшӑх вырӑн еннелле, Терек урлӑ сулӑннӑ пек курӑнчӗ. Вӑл ҫаплах таҫта упаленесшӗн пулчӗ, каярах лӑпланчӗ. Эпир тухрӑмӑр та, пӗр-пӗрин ҫине купаланса, картишнелле тухакан пӑлтӑр стенин хӑми ҫурӑкӗсене сырӑнса илтӗмӗр… Чӑнкӑ вырӑн та, юхса тӑракан хӑйӑр ҫинче, сарлака тункатасен хушшинче вӑл хӑйӗн костылӗпе, ӑшӑх вырӑнти карап пекех, нимӗн тума пултараймасть. Ҫавӑнпа вӑл чӗркуҫленчӗ те часах хӑй сӑмсинчен пӗр вунӑ дюймра хӗвел ӳкекен ҫӗрте хӑвӑрт куҫакан хура пӑнча асӑрхарӗ. Вӑл ку хута пӗчӗк арчана хӑй малтан, Негоро вӑрличчен, укҫа тытнӑ ҫӗре пытарса хунӑ, вара юлашки вӑйпа эпитафи пек, хӑйӗн ячӗн пуҫламӑш саспаллийӗсене юнпа ҫырса хунӑ. Куракансене тыткӑнлать. Эпӗ: «Ун пек тума кӑмӑл ҫук», — терӗм, вара сулла епле тупмаллине ӑнлантартӑм та, вӑл кайрӗ. Вӗсене курсан, Луиза кӗвӗҫнипе пӗтӗмпех чӗтресе тӑнӑ, хӑй чирлӗ ҫыншӑн чӑрманас, ӗҫе туртса илнӗ пек хӗртен кӗвӗҫнӗ. Вӑл мана пуҫран ҫупӑрласа:— Ан йӗр, Саня, — тесе хӑварчӗ. Шуйттан саваланӑ, эсӗ ӑна пулӑшнӑ. — Половцева астӑватӑн-и? Анчах вӑл хӑех пирӗн мастерскоя кӗрсе пӑхрӗ. Яков вӑл йӗплӗ туратсене чӑшӑртаттарнине, типӗ туратсем шӑтӑртатса хуҫӑлнине кӑштах итлесе тӑчӗ те, васкасах проҫҫек еннелле кайрӗ, — унта ӑна ҫӑмӑл урапа кӳлнӗ лаша кӗтсе тӑнӑ. Ах, эсӗ, ман ҫурҫӗрти намӑсӑм, усал ҫӳпӗ, шуйттан сана ман чун ӑшне кӗртсе лартнӑ, ҫураличченех ҫӗрсе каяс мӗн санӑн! Чӑн-чӑн джигит ҫинче яланах пурте шалпар, ҫуркаланчӑк, тирпейсӗр; хӗҫпӑшалӗ кӑна тирпейлӗ. Комендант ҫурчӗ патне ҫитерехпе эпир плошадкӑра, виҫӗ кӗтеслӗ шлепкесем тӑхӑннӑ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ ватӑ инвалидсене, пӗр ҫирӗм ҫынна, тӗл пултӑмӑр. Яланхи вӑхӑтра вӑл заводран килне, пӗчченҫӗ пӳлӗме таврӑнать. Ҫулла ку вырӑнта пит ирӗк: шывӗ те, курӑкӗ те, ҫӗлен-калтисем те нумай… Пурӑннӑ ҫулсем опыт лараҫҫӗ, вӗренни пӗлӳ парать, анчах вӑл лазаретсем тӑрӑх хӑна пулса ҫӳреме мар. Тытать те сикет шыва… Ачан чӗлхи ҫыхӑнса ларчӗ, вӑл ҫӑварне карса пӑрахрӗ те юлашкинчен тин:— Том, — тесе ячӗ. Ҫумӑр шывпа ҫӗре вирлӗн кастарса ҫунӑ… ҫил уланӑ… Малалла халичченхи пекех Алексей амӑшӗ юлашки вӑхӑтра ун пирки пит те пӑшӑрханни ҫинчен каланӑ та, каллех: карчӑк патне час-часрах ҫыр, ӑна усал хыпарсемпе ан пӑлхат, тесе асӑрхаттарнӑ. Ҫав енчен илсен ӗнтӗ Михалаки пит чӑркӑш ҫын. — Манӑн ӑна, Марья Васильевнӑна, ҫав ҫын Николай Антоныч пулсан та, ун пек пысӑк ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна ҫеҫ айӑплама ҫуккине ӗнентерме тӑрӑшмалла пулнӑ. Каҫхине вара Михайла мучи аллине сӑтӑркаласах калаҫрӗ: — Питӗ ӑслӑ шутласа кӑларнӑ ман вӑрӑм ҫӳҫлӗ министрсем. — Ҫакӑнта тӑмалла-и, сержант? — ыйтрӗ вӑл. Хӑнасем кулкаласа шӑпланчӗҫ, Помялов Барская ҫине пӑхса илчӗ, ҫав хушӑрах унӑн сӑмахӗсем кӑшкӑрни илтӗнчӗ: — Ну, нимех те мар! — Тепӗр вунпилӗк ҫултан кунта питӗ лайӑх санаторий ӳссе ларӗ. Ӑҫта вара сан графла ҫӗрӗ-шыву? — шӳтлесе ыйтрӗ игумен. Каҫсерен ҫуртӑн крыльци умӗнче пысӑк компани пуҫтарӑнатчӗ: К. тӑвансем, вӗсен йӑмӑкӗсем, ҫамрӑк ачасем; каҫӑр сӑмсаллӑ гимназист Вячеслав Семашко; хӑш чухне пӗр темле чаплӑ чиновникӗн хӗрӗ — барышня Птицына пыркалатчӗ. Старший лейтенантӑн ывӑнчӑклӑ, тусанланса пӗтнӗ сӑнӗ салхуланчӗ. Елена Венецирен тухса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр виҫӗ эрнерен Анна Васильевна Мускавра ҫакӑн пек ҫыру илчӗ: «Юратнӑ тӑванӑмсем, эпӗ сирӗнпе ӗмӗрлӗхех сывпуллашатӑп. Володя пиччӗшӗ хыҫҫӑн утрӗ, анчах та вӑл пурӗпӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, хӑй мӗн каланине чухламасӑр-тумасӑрах:— Ах, турӑҫӑм! Пӗвӗ-сийӗ енчен вӑл начарах мар пулмалла. «Е мана мала ярӑр, е кашнинех хӑйне уйрӑм лаптӑк касса парӑр», терӗм. — Апла эсир мана тем тусан та ирӗке ярасшӑн мар-и? Ҫавӑнпа та ку майор хӑйӗн самаях хитре сӑмси вырӑнӗнче тип-тикӗс вырӑн кӑна тӑрса юлнине курсан мӗнле аптраса ӳкнине вулакан хӑйех ӑнланса илмелле. Чӗрӗк сехет иртсе кайрӗ. Хӗвел анса ларчӗ; анчах вӑрманта халӗ ҫутӑ-ха; сывлӑш таса та витӗр курӑнать; кайӑксем чарӑна пӗлмесӗр шӑкӑлтатаҫҫӗ; ҫамрӑк курӑк хаклӑ йышши чул пек хаваслӑн йӑлтӑртатать… Гленарванпа Паганель юлташӗсене ырӑ сунса сывпуллашрӗҫ те, патагонецпа пӗрле юханшыв тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ. Вӗсен сассипе вӑраннӑ амӑшӗ хӳшӗрен анаслакаласа, кулкаласа тухрӗ. Ку хура куҫлӑ илемлӗ хӗре: «Унта кӗмелле мар» тесе ҫавӑрса ҫитерсен лайӑхчӗ, вӑл Морис юрату тӗлӗшӗпе аташса выртнине ан илттӗрччӗ». Пӳлӗмре шӑпланчӗҫ. Ӑна вырӑнӗ ҫинче, кӑкри ҫине аври таран чиксе лартнӑ ҫӗҫӗпе тупнӑ. — Уҫӑ та ҫав, — килӗшнӗ Смолин. Астӑватӑр-и, эсир малтанах унпа ялан тавлашаттӑр. — Паллах. «Вӑрмантан пӗр ҫӗклем ҫапӑ та парса ямасть вӑл; кирек хӑш вӑхӑтра та, шӑп ҫурҫӗр тӗлӗнче пулсан та, сана тупатех, ҫитсе тытать, унпала хирӗҫме ан та шутла вара — вӑйлӑ вӑл, йытӑ пек ҫӑмӑл шӑм-шаклӑ… Каланӑ вӑхӑтра генерал патне ҫитрӗм. Эпӗ ҫитнӗ ҫӗре ун патӗнче хулари чиновниксенчен пӗри, таможня директорӗччӗ пулас, глазетовӑй сӑкман тӑхӑннӑскер, самӑр та тулли хӗрлӗ питлӗ старик ҫеҫ ларать. — Эсӗ пирӗн пата мӗншӗн килнине пӗлесшӗн эпир. Эпӗ унтан татах ыйтатӑп: «Эсӗ, Василий, мӗншӗн ҫавнашкал тӑнран тухиччен ҫиетӗн? Унӑн куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, хӑй хӗрелсе кайрӗ, ку ӑна пушшех чиперлетсе ячӗ. Вӗсем часовня пек япала ларакан пысӑках мар площадкӑна ҫитрӗҫ. Стена ҫумне алтарьти престол евӗрлӗ ансӑр сӗтел выранаҫтарса лартнӑ, ун тӗлӗнче католик тӗнӗн турӑ амӑшӗн пачах якалса, тӗссӗрленсе кайнӑ иконӗ курӑнать. Харкашни. Унӑн шухӑшӗсем пурнӑҫри татса пама ҫук йывӑр ыйтусем тавра ҫаврӑннӑ-мӗн, анчах ҫав ыйтусене унӑн ҫак ҫитес кунсенчех татса памалла пулнӑ. — Никам та мар. Чиркӳре мӗн юрланине Егорушка нимӗн те ӑнланмасть, ҫавӑнпа пӑлханмасӑр итлет. Ҫакнашкал кӑмӑллӑ, юлташ пек ӑнланмалла сӑмахсемпе калаҫма пултаракан ҫынна эпӗ тахҫантанпах курманччӗ, — мана вӑл сӑмахлани калама ҫук кӑмӑла карӗ. Ним шарламасӑр иртсе кайнӑ Соломон мӑчавӑр умӗпе, анчах лешӗ ун хыҫҫӑн аллисене тӑснӑ та:— Патша?.. — кӑшкӑрса янӑ тархасласа. Ашшӗ ӑна вилнӗ чух мӗн пурӗ те аслашшӗн шӑйӑрӑлса пӗтнӗ, йӑлтӑркка тӗсне ҫухатнӑ йӗннинче упранакан хӗҫне кӑна парса хӑварнӑ. Анчах та Катя ун ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ. — Ирӗк парсам мана, тархасшӑн, тухтӑр патне ямашкӑн… Ҫине тӑраслӑхӗ Стельковскин ҫав тери пысӑкчӗ, тӳсӗмлӗ, ҫирӗп, шанӑҫлӑ ҫине тӑраслӑх, ҫавна вӑл хӑйӗн унтер-офицерӗсене те ӑста пама пӗлетчӗ. Ашӗ, ашӗ унӑн мӗнле сӗтеклӗ!.. Тепӗр тесен тата, вӑл Хижняк пичӗ ҫине куҫ хывса ҫеҫ илчӗ, вара часах унӑн ҫав тери сарлака хулпуҫҫийӗ ҫине пӑхса, ирӗксӗрех йӑл кулчӗ: «Ну хатӗрлевҫӗсем те вара: ятарласа суйласа илнӗ вӑрӑ-хурахсем пек… Шухӑшласа пӑхма та хӗн вӗт: пампассенче индеецсем пӗрре те тӗл пулмаҫҫӗ! Кӑна ниепле те кӗтме пулман. Кунта вӗсем нумайӑн пулаканччӗ. Вӗсем кунтан таҫта кайса ҫухалнӑ пулсан, ахӑрнех, кунта йӗркесӗр япала ҫитсе тухнӑ пулмалла. Куншӑн кӑна пулсан та пырӑччӗ, анчах таҫта кайнӑ индеецсем тыткӑнри ҫынсене те пӗрлех илсе кайнӑ пулмалла. Грант капитана халь ӑҫта шырас пулать-ха: ҫурҫӗрте, те кӑнтӑр енчи ҫӗрсенче? Гремячий Лог. Пӳрт-ҫуртсем, лупассем, ҫатан картасем, йывӑҫсем шап-шурӑ пасарса ларнӑ. — Ҫапла тӑрантармалла вӗсене, кашниех ҫапла тусан — пирӗн апат-ҫимӗҫрен часах писӗҫ! — Ӑнлан мана, Джим, — терӗ вӑл, хӑй вырӑнне пырса ларса. Елена хӳтлӗхрен тухма хатӗрленчӗ… Мӗнле пурӑнас тетӗн — ҫапла пурӑн, эпӗ сана кансӗрлемӗп. Ну, пит кирлӗ пулсан, эсӗ вӑл хушнисене ним тумасӑр хӑварма та пултаратӑн. Вӗсем пӗкӗрӗлсе, хулпуҫҫийӗсене усса, пуҫӗсене малалла тӑсса, куҫсене ҫӗр ҫинчен илмесӗр утса пыраҫҫӗ. Вӑл яланах ҫӗрелле пӑхать, унӑн пӗртен-пӗр куҫӗ вара, тем ҫухатнӑ, пит хаклӑ япала шыранӑ пек, пит пӑшӑрханса урай тӑрӑх чупкалать. Вӑл хӑраса шак хытса кайрӗ… Ҫакна сиссе, утрав пуҫлӑхӗ мана кунта нимӗнле хӑрушлӑх та пулас ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ. Выртнӑ-выртманах тата кӗҫех куҫ умӗнче хумханса выртакан хура тӑпра йӑранӗ курӑнса кайрӗ: плуг тӗренӗн шап-шурӑ ҫивӗччӗшӗ пӗр сасӑсӑр шӑвӑнса пырать, ун аяккипе, хӑйӗн сӑн-питне улӑштарса, сӑмала евӗр вӗресе хура тӑпра парӑлтатса ҫӗкленет, йӑванса выртса юлать… Питне те эпӗ пӑхрӑм, анчах пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ питрен пӑхсан, ҫынна епле паллас-ха? — Эпӗ те кӗтеттӗм, — тетӗп эпӗ. — Вӑл ҫапла йӳне сутнӑ пулсан, тен, унӑн тӳпи хаклӑрах тӑмасть пулӗ? Алӑкран кӗнӗ чухне Том Сидпа Мэрирен хӑпса юлчӗ те пӗр ачаран ҫапла ыйтрӗ:— Итле-ха, Билл, санӑн сарӑ билет пур-и? — терӗ. Уйрӑмӑнах вӑл амӑшне астуса юлнӑ — унӑн пичӗ кӑна курӑннӑ: мӗнпур кӗлетки пӗр вунна яхӑн вилӗ айӗнче выртнӑ. Эсир халӑха пуҫлӑхсем парса йӑпатасшӑн, анчах танлӑх шухӑшне пӗтӗмпе пӗтересшӗн; вӑйлисен хӑватне вӑйсӑррисене пӑхӑнтарасшӑн, ӗҫ тени капитала пӑхӑнтӑр тетӗр. Куратӑр-и, ҫӗнӗ жилетка тӑхӑннӑ, жилетки питӗ килӗшет пулас, ҫавӑнпа та хырӑмне мӑкӑртса, пурне те тӗрткелесе ҫӳрет: пӑхӑр-ха, епле жилетка манӑн! Тӑвӑл тамала пуҫласан, эпир гротпа фока ҫӗклерӗмӗр те карап дрейфа выртрӗ. Унтан Марконе тӑчӗ те чӗлӗмне кӗсйине чикрӗ. — Да, да, апат парӑр, апат ҫиес часрах, — Николай Петрович пӗр сӑлтавсӑрах урипе тӑпӑртатса илчӗ. Анчах мӗн? Унӑн чи тӑрринче, йӑлтӑркка ҫутӑ-симӗс тӗслӗ ҫӑра ҫулҫисем ӑшӗнче, ҫӑхан йӑви сиввӗн курӑнса тӑрать. — Хуть мӗнле пулсан та, Негоро мар ку, — асӑрхаттарчӗ Том. — Ӑна Динго уйрӑмах хаяррӑн вӗрет. Иван Иванович тепӗрне касма тытӑнчӗ. Майӗпенех вӗсен тӑнӗ чакса пырать. Калаҫнӑ чухне вӗсем ал айӗнчи япаласен ячӗсене те, тусӗсемпе ҫывӑх тӑванӗсен ячӗсене те манса каяҫҫӗ. — Акӑ, ыйт унран! — терӗ Николай хыттӑн. Мӗнле тытрӑн эс ӑна? — ыйтрӗ Дымов. Унтан каллех татах та хурлӑхлӑрах: «Ай! дай! далалай а-а!» терӗ те шӑпах пулчӗ. «Энерги кирлӗ», тенӗ ун пек чухне: «l`energie est la premiere qualite d`un homme d`etat» тенӗ пулин те, ялан пекех, ухмаха тӑрса юлнӑ, кашни кӑшт опытлӑ ҫынах ун ҫине утланса ларнӑ. Вӗсемпе пӗрлех вӑл ялти фельдшерица Женьӑна — ҫинҫешке пӳлӗ, сенкер куҫлӑ хӗре аса илнӗ, Женя ӑна ҫара кайнӑ чух станцине ҫитичченех лавпа ӑсатса янӑ, ун патне Гвоздев кашни кунах ҫырусем ҫырма пулнӑ. Капитанпа Редрэт весласене ҫав тери хӑвӑрттӑн туртса илчӗҫ, кимӗ хӗрри шыв айӗнче пулчӗ. Сквайр пире вӑхӑтра систерчӗ. Вӑл яланах салхуллӑ, ҫынсенчен пӑрӑнса ҫӳрет, ҫавӑншӑн унран тӑрӑхлаҫҫӗ. — Ан шарла! — терӗ хуралҫӑ кичеммӗн. Команчасем патӗнче тыткӑнра вуникӗ уйӑха яхӑн пулнӑ пӗр сунарҫӑ сӑмах хушнӑ. — Кулӑшла терӗр-и эсир? Командир хӗрӗ ӑнсӑртран засадӑна лекнӗ. Ҫук, ӗҫ тухаймӗ! Паганель каланӑ пек, ҫак чугун ҫул Виктори провинцийӗн тинӗс хӗрринче ларакан столицӑна Мёррей улӑхӗсемпе пӗрлештерет. Унӑн борчӗсен хӗрринче кӗмӗл кӳлепесем тӑраҫҫӗ. — Вула, вуламасан пырна халех ҫак кинжала чиксе кӗртетӗп! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ жандарм. — «Дункан» ҫинче тӗнче хӗррине ҫитес тесен, унӑн мелюнӑмӗш пайӗ те ҫитнӗ пулӗччӗ! — Пире хирӗҫ тимӗрҫӗ пурӑнатчӗ, хӗп-хӗрлӗ сӑнлӑ, хӗрлӗ сухаллӑскерччӗ вӑл. Вӑл урайӗнчен сиксе тӑчӗ те балалайка калас ӗҫри ӑсталӑхне кӑтартма тата тутарла юрӑсем юрлама пикенчӗ. Вӑл бала кайма хатӗрленет, эпӗ вара вӑл ҫук чух сана ҫыру ҫырма пултаратӑп тесе питӗ те хӗпӗртерӗм. — Мистер Жорж, тухӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ такам алӑк хыҫӗнчен. Сӑмах май каласан, эсир хӑвӑра ӑс-тӑнлӑ теме те пултараймастӑр, ҫакна хӑвӑр ҫӗршывӑрта пулса пыракан пур ӗҫсем те лайӑх ҫирӗплетсе параҫҫӗ. Негрсем португалран хӑтӑлнӑшӑн ним чухлӗ те кулянмарӗҫ, анчах, Уэлдон миссис каланӑ пек, Негоро аякра пулни ҫывӑхринчен хӑрушӑрах пуль. Чӑнах та, Ясек: «Эсӗ ӑҫта кайсан та эпӗ унта пыратӑп», — тесе сӑмах панӑччӗ. — Ҫапла ҫав, мӗнле ҫыртрӗ-ха тата! — терӗ вӑл мухтаннӑ пекрех, унтан, урипе пукан ҫине пусса, кӗпи аркине ҫӗклерӗ: — Пӑхӑр-ха! — Моnseieur Dimitri! — вӑл сыхлануллӑн калаҫма пуҫларӗ, — эпӗ паян кунӗпех сире пӗр япала парасшӑнччӗ… анчах тытӑнса тӑтӑм: халӗ ак сире кӗтмен ҫӗртен каллех куртӑм та ҫавӑн пек пӳрнӗ пулӗ тесе шутларӑм. Пӑванпа Джемма унта пырса ҫитсен, хӑма купӑс нӑйӑлтатни тата параппан ҫапни вӑйӑ пуҫланнине пӗлтерчӗ. Ӗнтӗ тӳррипех каламалла, ӑна экспедицине кайма пӑрахтарас текеннисенчен те нумайӑшӗ уншӑн пӗтӗм чӗререн хавхаланаҫҫӗ. Айӑплани мар хӑрушӑ, сучӗ. Ытла шӑрӑххипе те ансӑр хутлӑхах питӗ нумаййӑн чыхӑнса тулнипе ӳт-пӳ йывӑррӑн пӑсланнӑран тата атӑсен, махоркӑн, таса мар тирпе хура ҫӑкӑр ӑшра йӳҫсе пуланнин шӑршине пула ҫынсем йӑлтах халтан кайса ҫитрӗҫ ӗнтӗ, ура ҫинче те аран кана тӑркалаҫҫӗ. Чӑнкӑ ту хӗрринчен вӑл ҫунатланса вӗҫсе аннӑ пек аялалла васкавлӑн анчӗ. — Сӑлтавӗ пулнӑ! — тенӗ Люба. — Вӑт канӑҫсӑр шуйттан! — мӑкӑртатса илчӗ Умрихин. — Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм та ӗнтӗ, анчах вӑл ман ҫине куҫ айӗнчен пӑхрӗ те: «Сире мӗнех вара»? — тесе хучӗ. Вӗсем пулӑшрӗҫ мана. Халӗ ӗнтӗ санӑн мансӑр пуҫне никама та юратмалла мар, мансӑр пуҫне никама та качча каймалла мар. Нихҫан та, нихҫан та, ӗмӗрне те каймалла мар. Кунта сывлӑш типӗ, ҫумӑрсем сайра пулаҫҫӗ, тӑпра типсе кайнӑ. Ҫакӑн пек ҫӗршывра ӳсекен йывӑҫсене хӗвелӗн пайӑрки тӳрӗ ӳкни те кирлӗ мар, ҫавӑн пекех, ҫилсем пулмасан та аптӑрамаҫҫӗ вӗсем. Вӗт чулсене кӑчӑртаттарса, пурте шыв хӗрринчен аяккалла утрӗҫ… Ҫавӑнпа ӗнер вӑл кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмпа хапха патӗнче пит кӑмӑллӑн пуплесе ларчӗ иккен: укҫа пулнӑ эппин, укҫасӑр вӑл хӗрарӑмран ним те илеймен… — Ну? — терӗ Артур ҫӗнӗрен. Вӗҫӗ-хӗрри те ҫук… — Акӑ, куратӑр-и, — терӗ малалла Анна Сергеевна: — эпир йӑнӑшнӑ; эпир иксӗмӗр те ӗнтӗ, уйрӑммӑнах эпӗ, ытлашши ҫамрӑках мар. Инҫете илтӗнчӗҫ ҫапӑҫу юррисем, каярахпа Катюша Зеленовӑпа Волынцева баян илсе килчӗҫ, пӳлӗм баянӑн хартлатакан хулӑм басӗсемпе тата кӗмӗл чӗлӗхӗсен вӗлтӗртетӗвӗпе тулса ларчӗ. Ҫав сӑмахран эпӗ профессор Лиденброк хӑш чух кӗнеке тесен каҫсах кайнине аса илтӗм; нимӗне юрӑхсӑр кивӗ кӗнеке те, ӑна пит пысӑк хӗнпе шыраса тупма, е аран-аран тупкаласа вулама май килсен ҫеҫ уншӑн хаклӑ пек туйӑнать. Левко тӗлӗкре аллине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑччӗ, халь вӑл ӑна уҫрӗ те, тӗлӗннипе кӑшкӑрсах ячӗ: ун аллинче чӑн та хут татки пур-мӗн. Малтанах вӑл революци шӑпишӗн хӑранӑ. Мелник мӗн тӑвасса пӗлес ҫук пек, аллипе пуҫне хӗссе тытса, ниҫта хускалмасӑр хытса тӑчӗ. Ку вӑл тӗрӗс мар. «Мӗнле-ха эсӗ: хулана кӗнӗ, ҫитменнине кивҫен панӑ укҫана та илесшӗн пулнӑ?» терӗ Бульба: «вӑл сана ҫавӑнтах йытта ҫакса вӗлернӗ пек вӗлерме хушмарӗ-и вара?» Хӗрсем те, хӗрарӑмсем те, выльӑхсене хӑваласа, урамсемпе килкартисем тӑрӑх хӗвӗшме пуҫларӗҫ. — Пуҫран! Икӗ ют ҫынна ҫӑлас тесе; ху та ҫавӑн пек ӗҫрен хӑраса тӑман. Эсир Ривареса юратманнине пӗлетӗп эпӗ, анчах сӑмах политикӑллӑ ӗҫ ҫинчен пырать, уйрӑм ҫынсем ҫинчен мар. Ливингстон Уджиджие таврӑнсан вунпӗр кунран кӳлӗрен пӗр чӗрӗк мильӑра пӑшал сассисем янраса кайнӑ. Ҫав кунах унран Еленӑна кӗске ҫыру пырса пачӗҫ. Мӗн пулать-килет, тем пулсан та, шуйттанранах пулӑшу ыйтма тӳр килет. Упа, хӑрушшӑн мӗкӗрсе ярса, касса вакланӑ урисем ҫине кукленсе аннӑ, вӗсенчен сылтӑмалла та, сулахаялла та юн сирпӗннӗ, таптаса такӑрлатнӑ ҫӗр ҫинче ҫӑра хӗрлӗ пӑнчӑсем пулса тӑнӑ. Хӑвӑртрах, мистер Пойндекстер! Хӑй ҫутмарӗҫ, ҫунакан кӑмака умне ларчӗҫ; кӑмакине Софья Ивановна хӑй тунӑ. Ну, хайхи диверсие пуҫласа ятӑм. Татах алӑк шаккани илтӗнчӗ, тулта такам кӑшкӑрашрӗ, йытӑ вӗрсе ячӗ. Эпӗ ӑна ҫарта пулнӑ тӑрӑх пӗлетӗп… Эпӗ мӗн, сан шухӑшупа, кулака хӳтӗлетӗп-и? — Ялан чӗре начар, тет, хӑй ав виҫӗ упӑшка пытарчӗ. — Н-да… Сан ҫулунта Игнат кӗленче пек витӗр курӑнатчӗ. Вӑл гагарӑсене питӗ ӑста тытать, сирӗн кӑмӑлӑра каймалли ҫын. Эпӗ хам таврашри ҫынсем паттӑрла ӗҫсемпе преступленисем тума пултарас ҫуккине кураттӑм, вӗсем кӗнекесенче ҫырнинчен таҫта аякра пурӑнаҫҫӗ, тата вӗсен пурӑнӑҫӗнче мӗн интересли пуррине те ӑнланса илме хӗн. Ҫав хутра: партин районри комитечӗ, Райполеводсоюзпа килӗшсе, колхоз правленин председательне суйласа лартма районри комитет уполномоченнӑйне, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов юлташа сӗнет, тесе ҫырнӑччӗ. Ҫул ҫинче Севастополе бомба тата етре тиесе каякан лавсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Унтан сӑмса шӑтӑкӗ, ун хыҫҫӑн сӑмса айӗ те кӗҫӗтме тапратрӗ. Пирӗн гарнизонти хӗрарӑмсен ҫав сӑмахсемшӗн сире пит те тав тумалла. — Кала-ха: сан шутупа ҫитмӗл пилӗк пин пысӑк укҫа-и? Мачтӑна улӑштарса ҫӗнетме вӑхӑт нумай кирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, вӑхӑтпа усӑ курас тесе, бухта варринчи пӗчӗк утрав Моту-Аро ҫине чирлӗ матроссене куҫарма хушнӑ, кунсӑр пуҫне судноран икӗ льере тӑракан пысӑк утравӑн хӗрринче тимӗрҫ лаҫҫипе платниксен мастерскойне тутарттарнӑ. Жандармсем пӳлӗме ухтарса пӗтерсен, офицер Артура тумланма хушрӗ. Саламачӗ сывлӑша ҫурса шӑхӑрчӗ те кмет мӑйне икӗ хут яваклантарчӗ. Ӑна савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Вӑл, ялан вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен ҫар ҫынни, халӗ каллех ҫул ҫинче пулнӑ; ун пек ҫӳрессине вӑл тахҫанах вӗреннӗ, хӑнӑхнӑ, ҫакӑ ӑна хаваслантарнӑ. Цанко ӑсран каясса ҫитнипе нимӗн тӑва пӗлмерӗ. Эпир, сӑрт ҫинчен анса, Джо Гарперпа Бен Роджера, вӗсемсӗр пуҫне тата виҫӗ ача шыраса тупрӑмӑр — вӗсем кивӗ тир-сӑран заводӗнче пытаннӑ пулнӑ. Кашни хӑйне валли ӗҫлетӗр, вара нимӗн те, нимле усал япала та пулмасть. Малтанхи ҫылӑх тӗшши акӑ еплерех: Пуррилӗхе — Ҫӗрпе чӗрӗ чунсен пурнӑҫне — этем ӑс-хакӑлӗнчен тухса тӑракан темӗскере тӗпчесе-тишкерсе ӑнкарма ӑнтӑлнӑ. — Пӗтӗмпех шанатӑп, сэр, — терӗ Джон. — Том Аустин ватӑ моряк. Пыр ҫавӑн пек ҫын патне, уҫ унӑн алӑкне, — сан ҫине ҫавӑнтах виле шӑрши персе тухать, ху сывлакан сывлӑша темле кӑвакӑш калакан ирсӗр шӑршӑ ҫапать… — Пилӗк пус, — терӗм эпӗ чуххӑм. Хамӑн кашни сӑмахӑм уншӑн мӗне тӑнине ӑнланнӑ пулсан ӗнтӗ, эпӗ ҫак калаҫу хыҫҫӑн мӗн пулассине пӗлсе тӑнӑ пулсан, пурте урӑхла пулма пултарнӑ, темеллеччӗ… Мӗне кирлӗ мана йӗпсӗр вӑлта! Марья Николаевна хулпуҫҫийӗсене кӑна сиктерсе илчӗ. Ҫурхи сулхӑн каҫ Марко чорбаджи хӑйӗн картишӗнче кил-йышӗпе каҫхи апата ларнӑччӗ, хӑй вӑл ҫара пуҫӑнах, ҫӑмӑл кӑна тумланнӑ. Джимӑн ура лаппи те, ура туни те шутсӑр хытӑ шыҫса кайнӑччӗ; эрех майӗпен-майӗпен пулӑшрӗ пулас. Ну, халӗ ӗнтӗ юсанать тетӗп, хам вара: «Атте эрехне ӗҫиччен луччӑ ҫӗлен сӑхтӑр», — тесе шухӑшлатӑп. Марко, юри ҫакна пӑхса тӑрасшӑн пулса, тимӗрҫӗ лаҫҫи патне ҫитсе чарӑнчӗ. Пӗр алӑсӑр тӑрса юлнишӗн ҫын питӗ кулянать пулсан та, пӗр ӑслӑ-пуҫлӑ этем те хӑйӗн икӗ алӑ пурришӗн савӑнма пултараймасть. Тинӗс енчен йӑвашрах ҫил вӗрет, нӳрлӗх шӑрши кӗрет. Походра пурин те паттӑр, чӑтӑмлӑ, хаваслӑ пулмалла. Ку тӗлӗшпе сирӗн пурне те пример кӑтартса пымалла. Мӗн те пулин кирлӗ пулсан, кил, халлӗхе кай, манӑн вӑхӑт ҫук, кунта, ӑнланатӑн-и, мана сансӑр та ӗҫ ҫитет. — Мӗнле-ха, ҫаплах каятӑн-и вара? — Савнӑ Аксель! — Паян эпӗ — капитан! Эпӗ — хуҫа! Пит-куҫӗ унӑн пачах та урӑхла тӗслӗ пулса тӑчӗ, куҫӗсем мӗскӗннӗн пӑхрӗҫ, тути ҫинче вара темле тӗлӗнмелле кулӑ евӗрлӗ япала палӑрчӗ. Хӗнеҫҫӗ, кулаҫҫӗ… взводнӑй укҫа ыйтать, отделени командирӗ кӑшкӑрать… Анчах паруссем парса тӑракан тӗрекне ҫухатнӑ яхтӑна хумсем темиҫе тӗрлӗ ҫавӑрттарса ыткӑнтарса янипе мачтӑсем каллех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ темелле. Мӗнле укҫа вӑл? Укҫа сӑнӗ ӑна пит йӑпататчӗ пулас — каланӑ хушӑрах вӑл кӗмӗл, пӑхӑр тенкӗсене йӗмӗ ҫумне сӗрсе тасатма юрататчӗ, тенкине йӑлкӑшма пуҫличченех ҫутатса ҫитерсен, вӑл ӑна каҫӑр сӑмси умӗнче кукӑр пӳрнисемпе тытса тӑрса, куҫ харшисене, вылякаласа, тӗллесе тахатчӗ. Шӑтӑк ани патнелле пӗшкӗнчӗ те вӑл: — Эй, кам пур унта, тискер кайӑк-и, ҫын-и, тухнӑ пултӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӗсене лӑпланма хушрӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсем калаҫманпа пӗрех пыраҫҫӗ. Типӗ климатпа ӑшӑ ҫанталӑк пире пылак та тутлӑ шӑршӑллӑ виноград параҫҫӗ, ҫав виноградран темӗн тӗрлӗ эрех те тума пулать. — Пӑхӑнас пулать, — терӗ Маша, ҫипне шӑлӗпе чӗпӗткелесе, — эсир пур ҫаплах… Эпӗ ӑна, хамӑн хӑлхасене хам ӗненми пулса, итлесе тӑтӑм. Берсенева аван мар пулса кайрӗ. Эрех шучӗ-и вара халӗ? Софья халӑх хӑйӗн пурнӑҫ тивӗҫӗшӗн пӗтӗм тӗнчипех ҫапӑҫни ҫинчен, тахҫан авал Германири хресченсем кӗрешни ҫинчен, ирландецсен хурлӑхӗ ҫинчен, Францири рабочисем час-часах ирӗклӗхшӗн ҫапӑҫнӑ чух тунӑ чапла ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ… — Ну, ан тив, пӑстӑр, тейӗпӗр… тен, мӗн чухлӗ те пулин ҫухатӑн… ун вырӑнне ачан ӑшӗнче мӗн пуррине пӗлетпӗр. Часах хӗр карчӑкпа пӗрле картаран лаҫҫа пырать, вӗсем иккӗшӗ те паян суса илнӗ сӗте икӗ пысӑк чӳлмекпе ҫӗклесе пыраҫҫӗ. — Акӑ, эсӗ ӑслӑ, Павел та ӑслӑ, — анчах эпӗ сирӗншӗн Федька Мазин е Самойлов пек-и, эсир иксӗр пӗр-пӗриншӗн мӗнле ҫынсем пулнӑ — ҫавӑн пек ҫын-и? А эсӗ, Ермаченко, хуралсене кайса тӗрӗсле. Мересьев: «ҫапла», тесе пуҫне тайса илчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах юратнӑ туйи ҫине пӑхрӗ, мӗншӗн тесен унӑн туйи чӑнах та хӑрушлӑхра пулнӑ. — Мӗскершӗн Ефимран ыйтас? Анчах Николай Антоныч каллех калаҫма пуҫларӗ, Лихо вара манӑн сӑмаха илтмӗше хыврӗ. Вӑл:«Большевикӑн арӑмӗ — парти тӗлӗшӗнчен юлташ пулсан, вӗсем пӗрне-пӗри сайра кураҫҫӗ. Вара ҫав самантрах пирӗн пата юланутпа кайма лашасем ҫавӑтса пычӗҫ; эпир вӑрманпа, е пирӗн патӑмӑрти пек каласан, «заказа» тухса кайрӑмӑр. Эсир, Петербургри ҫӗнтерӳҫӗсем, куҫпа пӑхатӑр ҫеҫ, хӗрарӑмсем ирӗле те пуҫлаҫҫӗ… 2) Сывлӑш мӗнле йывӑрӑшпа пусарса тӑнине пӗлмелли манометр, вӑл тинӗс шывӗ тӳремӗнче атмосферӑран ытларах пулнине пӗлме пултаракан япала чӑнах та ҫӗр тӗпнелле аннӑҫемӗн, атмосфера пусӑмӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пынипе унта яланхи барометр та юрӑхлӑ пулас ҫук. «Ҫав кунхине чӗлхесӗррисем калаҫма пуҫлӗҫ, суккӑррисем куҫлӑ пулса тӑрӗҫ», — тесе, шухӑшласа илтӗм вара эпӗ, ӑна куҫран ҫухатас мар тесе, ун хыҫнереххӗн утса кайса. Упӑшкин яланхи йӑлине — ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянса, пуҫне каялла ярса, хӑйне кичемлӗх пусса илнипе те ним тума вӑй ҫитерейменнишӗн кӳренсе, вӑл нумайччен пӗр евӗрлӗн ӗсӗклерӗ, ун сассинче аманнӑ чӗре ыратни сисӗнсе тӑчӗ. Эпӗ хама мӗн кӗтнине ҫеҫ пӗлейместӗп. Виҫӗ кун… Тепӗр сехет иртсен, пӗтӗм экипажӗпе чарӑнайми «ура» кӑшкӑрнӑ вӑхӑтра, Роберт пуринчен малтан трап тӑрӑх «Дункан» порчӗ ҫине чупса кӗчӗ те, Мэри Гранта мӑйран пырса уртӑнчӗ. Сасартӑк вӗсен хушшинчен пӗр вӑрӑм мӑйӑхлӑ, хӗрлӗ питлӗ, ҫине фрак тӑхӑннӑ ҫын уйрӑлчӗ те тӳрех княжна патнелле тайкаланса утса пычӗ: вӑл ӳсӗрччӗ. Ҫук! Мӗнле Оленин? Эпӗ ҫав тери савӑнтӑм… Яков, куҫӗсене мӑчлаттарса тата сӑмсипе мӑшлатса, нимӗн чӗнмесӗр чӑмласа ларчӗ; тепӗр темиҫе кунтан ашшӗ Яков картишӗнче такама темӗн ҫинчен сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑнах каласа кӑтартнине илтрӗ: — Эпӗ вӑл ӑна хӗнесшӗн пулнине куртӑм; пычӗ, пычӗ те, хӑваласа ҫитсе, хыҫалтан пӗррех пачӗ! Пулаҫҫӗ те-ҫке ҫавнашкал ӑҫтиҫуксем, кӗсйинче хӑйсен пӗр цент укҫи ҫук, пӗр тӗпренчӗк табак юлман. Ялан кивҫен ыйтаҫҫӗ вара вӗсем. Ӑна ниепле те пӗтерме ҫук, ирӗксӗрех ҫав ҫитменлӗхпе килӗшмелле. Анчах мӗншӗн эсир ҫак териех мӗскӗн! Анчах каярахпа кун пек чухне те унӑн питӗнче вӑл ӑнлансах, пӗлсех итленине курма пулатчӗ: шӑна хӑш еннелле вӗҫсе каять, ҫав еннелле пуҫне пӑрать — вичкӗнленсе ҫитнӗ хӑлхи шӑна ҫуначӗ кӑларакан вӑйсӑр сасса та илтме пултаратчӗ. — Пӑрах… сан кӗнекӳсенчен нимӗн тулкки те тухмасть! — Аха. Хресченсен ним йӗркесӗр, нумай пинлӗ ушкӑнӗ хӑйӗн хыҫӗнче тӑшман пулнине туйса илсен, хӑйсем ҫине ҫӗнӗ ҫар тапӑнать тесе шутланӑ. Чӗрӗлччӗрччӗ! Днепра вӗсене, пансем, путсӗрсене пурне те шыва путарас!» Кайса килтисене лӑплантарам-ха, унтан килӗп те, калаҫӑпӑр… мӗнле лайӑхрах вырнаҫтарас пирки шухӑшлӑпӑр. Урама пӗр часовой кӑна — Алешка ҫеҫ тӑрса юлчӗ. — Итле-ха, ирсӗр шляхтич! — пат пӳлчӗ ӑна Половцев, унӑн сасси кӗтмен ҫӗртен халичченхи пекех ҫирӗп янӑрарӗ, команда панӑ чухнехи евӗрлӗ хӗрсе кайрӗ. — Эсир те ӗҫрен пӑрӑнатӑр-и, гражданка? — тесе ыйтрӗ Павел, хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, анчах хӑй ҫав самантрах тӗлӗнсе хытса кайрӗ: ун умӗнче Тоня Туманова тӑрать. Ыран ман пата пыратӑн-и ҫак эсӗ? — ыйтрӗ вал Хлебниковран, лешӗ вара ӑна хирӗҫ ним шарламасӑр, куҫпа ҫех хӑюсаррӑн та тав тунӑн пӑхса хуравларӗ. Халӗ вӑл ашшӗнчен те телейсӗртерех, мӗншӗн тесен, выҫлӑхпа асапсӑр пуҫне, пулӑшу ниҫта та кӗтме ҫуккине пӗле-тӑркач Липинцӑна тунсӑхланисӗр пуҫне, вӑл Ясек ҫинчен те шухӑшласа асапланать. Колчо ӑна итлесе тӑчӗ. Вунӑ юланут ҫав вӑхӑтра вӑрман хушшипе лашисене ҫаптара-ҫаптара вӗҫтернӗ. Мӗне кирлӗ ӑна ҫавӑн пӗк пурнӑҫ? Марта ӑна тухтӑрсем Корчагинӑн малашнехи пурӑнӑҫӗнче питӗ пысӑк хӑрушлӑх пуласси ҫинчен калаҫнине пӗлтерсен, Адам пӑлханса ӳкрӗ. Эпӗ сан пирки ахалех иккӗленсе тӑтӑм. — Шурочка тесе ан чӗнӗр мана, юратмастӑп эпӗ куна. Ку сӑмахсене юри эпӗ каланӑ, теҫҫӗ, ман ҫӑвартан тухман ун пек сӑмах, «Ӗнесене вилӗм» тесси, маншӑн пулсан: «Эпӗ-и? Ӑҫтан шухӑшласа кӑлартӑр эсир кӑна? Тӑлӑх арӑм каланӑ тӑрӑх, эпӗ майӗпен юсанатӑп-мӗн, хама хам начарах мар тытатӑп. Эпӗ аслӑ та хӑватлӑ министрсен вӑрттӑн ӗҫне пула айӑпсӑр та чи аван ҫынсене пайтах вӗлермелле суд тунипе тӑван ҫӗршывсенчен хӑваласа ямалла туни ҫинчен пӗлтӗм. Унтан ӑна Медынская йӑваш куҫӗсем, унӑн пӗчӗкҫӗ те яштак кӗлетки аса килнӗ. Урапа пӗр кана ҫавӑрӑнкаларӗ те чарӑнчӗ. Час-часах калакалатчӗҫ: — Этеме никам та хӗрхенмест, турӑ та, хӑйсене хӑйсем те… — тетчӗҫ. Амӑшӗ вара сасартӑк ҫакна курчӗ: горизонт леш енчен ҫӳллӗ башня тухса тӑрать, башня ҫак тискер тӳремлӗхӗн ирӗкӗнче анса ларма пуҫланӑ хӗвел ҫутипе пӗр-пӗччен хӗрелсе ларать. — Кам вӑл? Анчах кӗҫӗн офицер ротӑна кая юлса пырсан вара уйрӑммӑнах хаярччӗ вӑл, ӑна йӑлт хӗсӗрлесе лартатчӗ, ҫакна пуринчен ытла Ромашовӑн час-часах тӳсме тиветччӗ. Ҫавӑнпа та вӗсен шыравӗсем пампассен хушшинче ҫеҫ ӑнӑҫлӑ пулма пултарӗҫ, унччен вӑл ӑнӑҫлӑ пулассине кӗтме те кирлӗ мар. «Ку ҫамрӑк ҫынна хускалайми пулас трагеди кӗтсе тӑрать, ӑна эпир нимӗнпе те чарма пултараймастпӑр» — тенӗ вӑл. Вӑл проводникпе калаҫнӑ, лешӗ вара Дани чӗлхипе «Fоrlorad» сӑмаха каланӑ. Хӑйӗн чӗри тапса сикнине, тӑнлавсенче тата ыратакан урасенче юн вӗресе тапнине Алексей пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса тӑчӗ. Йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнтӑм эпӗ, чӗре ыратса туртӑнса сӑрӑлтатрӗ: хаваслӑ мар-мӗн мужик пӳртне каҫхине пырса кӗме. Вӑл вара кӳршисен аллинче тӑрса юлнӑ. — Апла эппин эсӗ хӑваланине куртӑн-и? — Чей ӗҫтер ӑна, пуҫтаха! — тесе кӑшкӑрса юлчӗ ун хыҫҫӑн Овсяников. Алексей ӑна тытса чарма ыткӑннӑ. Мӗншӗн-ха, темле «фон» Татаринов капитана пулӑшу патӑр? Сасартӑк манӑн пакӑлчак тӗлӗнче ура кӗҫӗтсе кайрӗ, анчах хыҫса илме хӑрарӑм; унтан хӑлха кӗҫӗтме тытӑнчӗ, унтан ҫурӑм, шӑп хул калакӗсем хушшинче. — Vorüt! — терӗ лӑпкӑн проводник. — Сан сӑмахна хирӗҫ эпӗ ҫакна ҫеҫ калатӑп: ӗненме йывӑр, эхер ҫын, хӑй утмӑл ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӗлле те, ҫулла та ҫарран ҫӳресен, тумтире айӗнчи асап кӗпине пӗртте хывмасть пулсан, янтӑ пурнӑҫпа лӑпкӑн пурӑнма сӗннипе килӗшмесен, — ҫаксене пурне те вӑл хӑй кахаллине пула кӑна тӑвать тенине ӗненме йывӑр. Мӗнле пулӗ-ши вӑл? — Эсӗ те ыран заявлени кайса пар. Панкратов тутисене чалӑштарса кулса илчӗ: — Комбинаци пырать пек, пилӗк пӳрнерен тунӑ, анчах пиллӗкӗш те ҫара. Чан сасси чарӑнчӗ; пӗтӗм тавра шӑп пулса тӑчӗ. Чӗринчи шухӑшне палӑртакан ҫак пысӑк пӗлтерӗшлӗ сӑмахсене вӑл калама ҫук хытӑ савӑнса, сассине тем тӗрлӗ те улӑштарса, темиҫе хут вуларӗ; унтан пире историпе вӗренме пачӗ те чӳрече умне ларчӗ. Ун пек япаласемпе хӗрарӑм патне каяс пулать. — Анчах та сирӗн благородие пӗлтерме ирӗк парсамӑр — хӑй тӗллӗн кӗрӗшни ҫак ҫаплах ӑслӑланма пӑхать. Малтан эпӗ хам кам пулни ҫинчен Маврӑна пӗлтертӗм. Николай Антоныч кунта Амундсен сӑмахне те аса илтерет: «Экспедици ӗҫӗ ӑнӑҫасси пӗтӗмпех ӑна хатӗрлесе янинчен килет», тет, — ҫак шухӑш чанах та тӗрӗс иккенне вӑл хӑйӗн «вилнӗ тӑванӗн» экспедицийӗ пӗтнипе килтерсе тӗплӗн-йӗрлӗн ҫырса кӑтартать. Пӑшалсем илме тата еркеленсе тӑма сире вунпилӗк минут. Сывлӑшра утӑпа хурӑн милӗкӗсен шӑрши кӗрет, нӳхрепрен нӳрлӗрех, шӑмшакка ҫӑмӑллатакан сивӗ хӑпарать. — Кала, кала, кам-ха вӑл! — илтӗнчӗ пур енчен. Ыйтар-ха, ячӗ мӗнле унӑн. Эпӗ хисепленӗ ҫынсем, эпӗ ӗненнӗ ҫынсем — ялан тӗлӗнмелле пӗччен, ют, тата халӑхӑн пысӑк пайӗ хушшинче, кӑткӑсем пек тӑрмашса пурӑнӑҫ купине купалама таса мар та чее майсемпе тӑрӑшакансем хушшинче яланах ытлашши шутланакан ҫынсем пулнӑ; вӑл пурӑнӑҫ мана пӗтӗмпех ухмахла, вӗлерсе пӑрахмалла кичем пек туйӑнатчӗ. Лукашка ним чӗнмесӗр пӗрмаях Марьянка ҫине пӑхать. Эпӗ вара ӑна кашни хутрах темӗн чухлӗ итлетӗп. Хӑваласа янӑ ҫӗртен пир кӗпипе таврӑнсан, вӑл асатте патне кӗрет, ӑна ӳксе пуҫҫапать те хӑйне ӗлӗкхи пекех хӗрхенме, юратма тата хӑй ухмахла хӑтланма пуҫланине манма ыйтать, урӑх унашкал тумӑп тесе тупа тӑвать. Пурте «Урра!» кӑшкӑрчӗҫ. Судья кӗтет, присяжнӑйсем кӗтеҫҫӗ, тата утмӑл регулятор кӗтет. Унтан ура ҫине тӑчӗ, тутӑр уртса ячӗ те тухса кайрӗ. — Пулин, — терӗ Гленарван, — «Дункан» хуранӗн топки ҫинчи пекех, кунта та пире пурпӗр ытлашши хӑрушах мар. Ҫӗр хуппин тӗрекӗ хуран тӑвакан тимӗр тӗрекӗнчен пӗрре те кая мар вӗт. Малта Украина, ҫавӑнпа та ҫак ҫумӑрпа ҫумӑр пӗлӗчӗсем те Украинӑн пек, хамӑрӑн пек туйӑнаҫҫӗ. — Ҫур пин… — ӗненмесӗр ӗнӗрлешрӗ Гаврила, анчах ҫавӑнтах хӑраса кайрӗ те, кимӗ ҫинчи тӗркесене урипе тапса: — Мӗнле япала пулать-ха ку? — тесе ыйтрӗ хӑвӑрт. Пурнӑҫ хӑрушӑлансах пычӗ: ҫынсем килнӗренпе ӗнтӗ уйӑх иртрӗ, ҫимелли те пӗтсех ҫитрӗ, Кларксвиле ҫӗнӗ транспортшӑн кайма шухӑшлама та пулмарӗ. Иохим унӑн пӳрнисене шӑхличӗ ҫинчи шӑтӑксемпе тӗл тӑватчӗ, пӗчӗк ача аллисемшӗн ҫакӑ питех те кансӗрччӗ пулин те, гаммӑри сасӑсене тупма вӑл часах хӑнӑхса ҫитрӗ. Служивый! Эй, служивый! Суккӑррисене ун ҫинчен параппан ҫапса пӗлтернӗ, тирпейлисем хӑраса ӳкнӗ, ӑнланма пултарайманнисем тара-тара пытаннӑ. Эпӗ хӗҫе туртса кӑлартӑм та пӗрне пуҫӗнчен патӑм, ӑна ҫӗлӗкӗ ҫӑлса хӑварчӗ, ҫапах та вӑл сулӑнса кайрӗ те йӗвене алӑран вӗҫертрӗ. Вӑл хӑй мӗн каласшӑн пулнине каламаннине, ун вырӑнне темле тӗрӗс мар сӑмах каланине туйса илчӗ. Анчах арӑмне лӑплантарма тата хӑй умӗнчи хӑрушлӑха сирсе яма унӑн чӑннине, тӳррӗн те уҫҫӑн ӑнланмалла, иккӗленмелле мар чӑнлӑх ҫинчен каламалла пулнӑ. — Колхозран ӗнтӗ. Ҫул ҫинче ман пӗр кӳренмелле ӗҫ анчах пулчӗ; карап ҫинчи йӗкехӳресем пӗр сурӑхне йӑтса кайрӗҫ. — Эпӗ контрреволюционерсен ӗҫӗшӗн ответ тытмастӑп, — терӗ шӑппӑн кукша пуҫ. Итле-ха, тусӑм (Эмиль савӑннипе пӑртак сиксе те илчӗ), итле-ха: унта, эсӗ ӑнланатӑн, унта эсӗ пурте питӗ тӗрӗс пулать тесе калӑн (Эмиль, тутисене чӑмӑртаса, пуҫне сулса илчӗ); — ху вара… Вӑхӑт иртсе кайиччен, шутласа пӑхтӑр вӑл! Вӗсем тавлашаҫҫӗ, вӗриленеҫҫӗ, аллисемпе сулкалашаҫҫӗ, чей нумай ӗҫеҫҫӗ; хӑш чухне Николай ыттисем шавласа калаҫнӑ вӑхӑтрах прокламацисем ҫырать, унтан юлташӗсене вуласа парать; вӗсене вара ҫавӑнтах пичетленӗ пек саспаллисемпе ҫырать, ҫурса тӑкнӑ хут татӑкӗсене амӑшӗ тӗплӗн пуҫтарса ҫунтарса ярать. Ирхи апатра эпӗ пӗрре атте ҫине, тепре анне ҫине пӑхкаларӑм: атте яланхилле лӑпкӑ, — анне яланхиллех вӑрттӑн тарӑхать. Яланах эсӗ урӑххи ҫине кӗрсе каятӑн, ӗҫ пирки калаҫ! Вӗсем картишне тухрӗҫ. — Эсӗ ӑна итлетӗн-и, ватӑ ухмах? Ҫӳлте-ҫӳлте, штыксенчен чылай ҫӳлерехре, ялав аври тикӗссӗн сулкаланать. — Мӗнле майпа? Анкӑ-минкӗлле ҫуралнӑ иккен эпӗ: нимӗн те манмастӑп-ҫке, нимӗн те! Тепӗр кунне, ирхине сакӑр сехетре, Тартальӑна ҫавӑтса, Эмиль Санин патне ҫитрӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, ҫӗрле пулнӑ пулсан, вӑл ҫутӑ йӑлтӑртатнийӗ курас та ҫукчӗ, галерея вӗҫнех ҫитсе пӑхас шухӑш та унӑн пуҫне кӗрес ҫукчӗ. Ҫеҫенхир пӗрпеклӗн курӑнса выртассине урӑх ним те пӑсман тата инҫетелле курӑнассине ним те картласа тӑман. Прери тӑрӑх койот чупса каяс пулсан, ӑна та курма пулас пек туйӑннӑ. Панамӑра вара Панама каналӗпе Калифорни хушшинче ҫӳрекен Америка пӑрахутне кӗтсе илмелле. — Вӑл Ривэра еннелле ҫавӑрӑннӑ та: — Мӗн чухлӗ туртатӑр? — тесе ыйтнӑ. Манӑн ҫӗр, тет вӑл. Астӑватӑн-и, Екатеринодарта пӗррехинче ҫапла, чакса пынӑ чухнеччӗ пулас-ха, эпӗ казаксемпе совет влаҫӗ ҫинчен сӑмах хускатнӑччӗ. — Мана паян хӑнана ярӑр-ха, — тенӗ пӗррехинче Настя хӑйӗн барышнине тумлантарнӑ майӑн. Кунта вӑл мӗн шутлани ҫинчен кӑкӑр ачи те ӑнланса илӗччӗ, анчах эпӗ ӑна шанманнине вуҫех те кӑтартмарӑм. Ӗмӗрех йӗплӗ чӗлхеллӗ, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрекен этем. Апла ан пултӑр! Вӑл шуйттан пирки ахаль те Зозулихӑн пӗтӗм ҫуртне айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса ухтарнӑ. Енчен те лайӑх вӗренетӗн пулсан, эп сана, Егор, пӑрахмӑп. Хутне йӗркеллех тунӑ-мӗн, ун ҫинче медико-санитарнӑй служба пайӗн штампӗ, пичечӗ пулнӑ; аяла авиацире пурте хисеплекен ҫын, Мировольский, алӑ пуснӑ. Хӑйне хӑй юратни, хӑйӗн ӑшчиккинчи мӗнпур пек лайӑх япаласене (халь ӑна унӑн ӑшчиккинче пӗр лайӑх япаласем ҫеҫ пулнӑ пек туйӑнчӗ) хӗрӳллӗн шанса тӑракан ҫамрӑк юратӑвӗ ӑна макӑртнӑ тата пӗр ҫыхӑнусӑр тухакан сӑмахсем калаттарнӑ. Вара вӑл Коперник системи чӑн-чӑнах тӗрӗс иккенне тӳпене пӑхсах курнӑ. Эп ун пек хӑтланма юратмастӑм. Христофор атте чашӑкран чей сыпса илчӗ, сухалне якатрӗ, вара пуҫне пӑркаларӗ. Манӑн каяс пулать. Ҫапах та манӑн нумай ӳкӗтлеме тивмерӗ. Пирускине вӑл мар, ҫил туртса пӗтернӗ пекех пулнӑ, ҫапах та вӑл пӗр виҫ хут ӗмсе илме ӗлкӗрнӗ, вара каллех савӑклӑрах пулса кайнӑ. — Эпӗ кунта хам пурнӑҫа хӗрхенмесӗр килтӗм, — терӗ. — Мӗн тӑвас манӑн килте? Питех те аван, йыттӑм. Вӑл, ахӑртнех, вырӑс пулман пулмалла. Пӗтӗмпех ӑнсӑртран та кӗтмен ҫӗртен тухса кайрӗ, мӗншӗн тесен эпир иксӗмӗр те урӑ марччӗ. Ӗлӗкхине — ӳсӗр матроса, сахӑр плантацине, куҫса ҫӳрекен цирка манма пултарсанччӗ эпӗ! — Чӑнах та-и, сударыня? — мӑнаҫлӑн ыйтрӗ Макҫӑм шӳтлесе, хӑй вара сарлака алтупанӗпе хӗрачан пӗчӗк аллине чӑмӑртарӗ. Ун вырӑнне вара, ӗмӗрӗнче хӑй ҫумӗнчен яман трубипе йӗнер ҫине вырнаҫса ларсан, мулне вӑл пӗтӗмпех хӑй еккипе ячӗ, вӑл хуть ӑҫта кайсан та, унӑн пӗрре те ӳпкелешни-мӗнӗ пулмарӗ. Икӗ енчен те пӑшал пени самантлӑха шӑплансан, сасартӑк Симурден сасси янраса кайрӗ: — Хӳтӗленекенсем! Ҫарти тӳрккес йӑла-хӑтлану, сӗмсӗрлӗх-яланчӑклӑх, карт, ӗҫкӗ — ҫук, кусем пӗри те уншӑн мар: кунти служба малаллахи барьерӑпа чап ҫулӗн пӗртен-пӗр пайӗ ҫеҫ пулнине лайӑх пӗлет вӑл. Ҫав «баррероссем» пӑрланнӑ шыв ҫийӗ евӗрлех курӑнаҫҫӗ. Анчах ҫул ҫинчи ҫын ҫав иллюзипе пӑртак та пулин йӑпанма тӑрӑшать пулсан, ӑна хӗвел хӗртни часах сапаласа ярать. Хуп-хура ӗнсе кайнӑ тӑпрапа ҫав йӑм-йӑм ҫутӑпа чӑлтӑртатса выртакан участоксем хушшинчи контраст тӳремлӗхре хӑйне манир сӑн-сӑпат кӳрет. — Ма эппин кирлӗ мара сӳпӗлтететӗн? Пӗчченшерӗн те тата ушкӑнӑн-ушкӑнпа та кунта лутра мексикански акацисем ӳссе лараҫҫӗ. Тем пулас-килесрен Огнянова ҫав ирхинех арестлеме хушрӗ, унсӑрӑн вӑл тухса тарӗ е тата темле инкек кӑтартӗ тесе шухӑшларӗ. Ӑнланмалларах каласан: эсир манран ҫамрӑк тесе йӗрӗнесрен эпӗ яланах шикленетӗп. Конституци мала чупса кӗрсе кайма пултараймасть те, каймалла та мар. Чӑнах та ӗнтӗ, сатур хӗрӗн чӗрине ҫӗнтерме пулӑшмарӗ ӑна сӗрме купӑс, Марье хохол-музыкантӑн мӑйӑхлӑ «пыкине» мар, улпут камердинерӗн нимӗҫсенни пек сухалсӑр сӑн-питне ытларах кӑмӑлларӗ. Фон-Вышимирскине шанса панӑ теекен документ ӑҫтан тупӑннӑ эппин, — астӑватӑр-и, эсир мана ун ҫинчен каланӑччӗ-ха. Башньӑра вӗрене чӗртсе ярсан, библиотека айӗнчи тикӗт тивсе кайиччен чӗрӗк сехет иртессе Иманус лайӑх шутласа хунӑ. — Эх, эс… мур! Виҫмине вӑл пысӑк бал парать. Мӗнех-ха? Чун патӗнчи хирӗҫӗвне уҫҫӑн та хӑюллӑн кӑтартаканӗ пӗртен пӗр ҫак ӑсран кайнӑ ҫын кӑна пулчӗ. — Корытов пекех, кунта та тӗлӗнмелле тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх варринче малти урисене сарса пӑрахса, пӗтем ӳт-пӗвӗпе чӗтресе харкашу пуҫлаканӗ — шӗвӗр сӑмсаллӑ пӑчӑр-пӑчӑр сарӑ ҫурӑмлӑ шурӑ вешле йыт ҫурийӗ ларать. Вильсон матроссене пулӑшасшӑн пулчӗ, анчах Билль Галлей ӑна хӑтӑрса пӑрахрӗ, явӑҫса ҫӳреме хушмарӗ: хуть мӗскер пулсан та ӗҫе хӑех туса пӗтерме хӑнӑхнӑ ку ҫын, унӑн ӗҫӗнче ыттисем сӗкӗнсе ҫӳренине вӑл тӳсме те пултараймасть! Ромашов васкаса, чупнӑ пекех, айккипе иртсе кайрӗ. Анчах Ситников, ҫав тери хыпӑнса ӳкнӗ май, яланхи пек кулса та ямарӗ. Анчах кӗҫех манӑн хам ирӗкпе пурнасси пӗтсе ларчӗ. — Вӑл хӑйӗн ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пӗчӗк те кӑвак чул катӑкне сиктеркелесе илчӗ. — Эп ӑна, ун ывӑлне, пӗлетӗп, — тенӗ Ящуров. Ах, Настя, чунӑм! Старике кунта шав хурт вӗлли сӗрленӗ пекех туйӑнать. Вӗсем темиҫе хутчен харӑссӑн юрласа яни те илтӗнет. Осетинсем мана хупӑрласа илчӗҫ те манран эрехлӗх укҫа аптратма пуҫларӗҫ, анчах штабс-капитан вӗсем ҫине сиввӗн пӑхса пӗрре кӑна кӑшкӑрчӗ, лешсем пӗр самахсӑрах таҫта тарса пӗтрӗҫ. Отлив вӑхӑтӗнче вӑл тата та ытларах штирборт ҫине выртрӗ. Туннель формине пӑхса, хӑш-пӗр чулсем тухса тӑнисене тата уйрӑмах ҫул кукӑркаланса пынисене асӑрхаса, ӗлӗкхи ҫула пӗлесшӗн тӑрӑшатӑп. Илинька ҫав вӑхӑтра ман виҫ кӗтеслӗ шлепкене пӑханҫи туса, кантӑк умӗнче чӗнмесӗр ларчӗ, сӑмса айӗн, илтӗни-илтӗнми тем мӑкӑртатрӗ. Унччен кӑна вӑл ӑна хӑй шухӑшласа кӑларнӑ уйрӑм конструкципе тумалли протез проекчӗ ҫинчен каласа выртнӑччӗ. Эсӗ ав пӗрне йӑтса пыратӑн-ха. Вӑл сахалтан та пӗр пӑт таять. Ҫак пӑлхавҫӑсем ытти пӑлхавҫӑсен кӑмӑлне те пӗлтерсе калаҫнӑ пирки ним иккӗленмелли те ҫук. Юлашкинчен ун историйӗн татӑк-кӗсӗкӗнчен, хам пуҫтарнӑскерсенчен, илемлӗ те ҫирӗп картина пулса тӑчӗ. Вӑл Леноре фрауна ытамласа илсе чуптурӗ, Джеммӑна хӑйӗн хыҫҫӑн унӑн пӳлӗмне пӗр минутлӑха кӗме ыйтрӗ, мӗншӗн тесен ун ӑна темскер питӗ кирли пӗлтермелле… Акӑ, вӗсем! (Вӑл кӗсйинчи укҫисене чӑнкӑртаттарса илчӗ.) Тӗкӗр сӳнчӗ. «Пӗтрӗм! — вӗлерчӗ!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, бомба ҫурӑлсан (астуса юлаймарӗ вӑл, те мӑшӑрлӑ, те хӑрахлӑ хисеп каланӑ самантра ҫурӑлчӗ вӑл), ҫав самантрах хӑйне темӗскерпе ҫапнине, пуҫӗ чӑтма ҫук хытӑ ыратса кайнине туйса илчӗ. Унта пӗчӗк коробка тата хутлӑ канфет курӑн, вӗсене пурне те кунта илсе кил. Йытта та унран ытларах хисеплеҫҫӗ. Гленарван хӑйӗн кӗсьинчен — Самуэль Ричардсонӑн «Географине» туртса кӑларчӗ. «Ку ҫурта эпӗ пӗлетӗп, ку Зверков ҫурчӗ», терӗм хам ӑшӑмра. Виҫҫӗмӗш кунне Крэнкбиль патне хӑйӗн адвокачӗ, французсен отечествин Лигинче секци председателӗ пулса ӗҫлекен мэтр Лемерль пынӑ. Парижри адвокатура членӗсенчен чи ҫамрӑкки пулнӑ вӑл. — Манӑн сирӗн ҫинчен «Правдӑна» ҫырас килет, — терем эпӗ. Мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши ҫак Хӗвел пӑнчисем? Хӑшпӗр астрономсем ӑна Хӗвел тулашӗнче пулакан газсен вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ, анчах вӗсем мӗншӗн пулнине тӗрӗссипе шухӑшласа тупайман-ха. Пур ҫӗрте те кӗрт те ҫырма; ҫуна тӳне-тӳне каять, Владимир ӑна тӳнмессерен ҫӗклесе тӑратать. — Ҫапла, ҫапла… Калаҫ… Бензин тумламӗсене те пулин пӑчӑртаса кӑларас тесе, вӑл зажигалкӑна вӗрсе те, силлесе те пӑхрӗ, анчах усси пулмарӗ. Тӗксӗм те хӳхӗм сӑн-пичӗ тавра курак ҫуначӗ пек хура, кӑпӑшка ҫӳҫ пулнӑ. — Ку тӗрӗс, — терӗ Симурден. — Нимӗн те туман!— терӗ Печорин кулкаласа. — Эпир-и?.. — Санӑн вагон ҫине ларма билет пур-и, гражданка? — терӗ Павел хӑйне вӑрҫакан хӗрарӑма хирӗҫ. Хӗрӗн ӳт-пӗвӗ вӑлта хулли пек ирӗккӗн те хитре авкаланать; хӗр кӗрен кӗпе вӗҫҫӗн кӑна; кӗпи кӑкӑрӗ ҫинче тата йӑрӑс пӗҫҫисене ҫыпӑҫса тӑп тытса тӑрать; пӗвӗ тӳрленсе тӑрсанах, вара тачӑ лексе тӑракан кӗпи айӗнче сывланӑ май, хӑпарса тӑракан кӑкӑрӗ уҫҫӑн те илемлӗн, хӗрлӗ чувекки тӑхӑнтарнӑ тӑп-тӑп кӑна пӗчӗк ури формине улӑштармасӑрах ҫӗр ҫине пыра-пыра пусать; ҫаннисене тавӑрса лартнӑ вӑйлӑ аллисем, мускулӗсене хытарса, ҫиленнӗ тейӗн ҫав, кӗреҫепе сулкалашаҫҫӗ; тарӑн та хура куҫӗсем хушӑран Оленин ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ. — Каторжниксемпе мӗн турӑр? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ку вара пултарӗччӗ! Краснодартан ҫӗнӗ йышши тулӑ ҫырӑнса илчӗ, тулли — кирек епле шӑрӑха та тӳсет. Анисем ҫине те яланах юр тытса хӑварать, вара ҫав туллӑн тухӑҫлӑхӗ яланах ыттисеннинчен ытларах пулать. Магазинта ҫирӗм тенкӗ тӳлерӗм пулин те, кунти сут тӑвакан шукӑль тумланнӑ икӗ ҫынна вак-тӗвекпе чӑрмантарнӑшӑн мана вӑтанмалла пек туйӑнчӗ, кунсӑр пуҫне тата вӗсем ман ҫине ҫаплах-ха ытахальтен кӑна пӑхкаланӑн курӑнчӗ. Ӗҫ патшасенче мар, — хуҫасенче. Икӗ ӗнипе буйвол амине сунӑ хыҫҫӑн, Марьянка та ҫакӑн пек ушкӑнсенчен пӗрне пырса хутшӑнчӗ. Парти ӗҫӗн чи лайӑх вырӑнӗнче ӗҫлеме — пропагандист пулма, таса хавхаланӑвӑн работникӗ пулса ӗҫлеме — мана нихҫан тӳр килмен. Вӑтам пахалӑхлӑ райком секретарӗ пулас килмест манӑн, кӑтартуллӑ пропагандист пуласшӑн эпӗ. Анчах та эпӗ пӗр хаҫат кӑтартрӑм та — вӑл кӑштах ҫилленсе те илчӗ. Унӑн тулли сӑн-пичӗ кӑмӑллӑн кулса тӑчӗ, пӗчӗк кӑвак куҫӗпе вӑл Павел амӑшне питӗнчен ачашшӑн та уҫҫӑн пӑхрӗ. Инсаров хӑйӗн савнӑ хӗрне юратакан ҫынна курас шутпа тата темиҫе минутлӑха юлчӗ. — Ҫавӑнта вӑл, Колчо бай, халь те ҫавӑнтах-ха вӑл. — Сирӗн кӑмӑлӑр, — тавӑрчӗ американец. Катя хӑйӗн ашшӗне нихҫан та «вилнӗ» теместчӗ. Эсӗ манӑнне ботинка е укҫа вӑрласан, эпӗ сана хӑв ҫитӗничченех тӗрмене хуптарттарса лартатӑп. Ҫыран тӑрӑх чупса пытӑм та кимӗ ҫине сикрӗм, Джим мана ҫупӑрлать те ыталать, — мӗн тери савӑннӑ вӑл. — Анчах, тӗрӗссипе, калаҫуран мӗн тухма пултарнине пӗлместӗп эпӗ… Вӑрҫӑ пуҫланман пулсан, ҫак кӗркунне вӑл киле таврӑнмаллаччӗ. Соломон вара ӑна шыраса тупайман. Вилес умӗн Анна Васильевнӑна Павела хӑй патне илме ыйтнӑ. Ултӑ маттурӗ фор-тень-стаксӗлсем ҫине хӑпарччӑр! Мӑйӑр тӗшшине асламӑшӗ пысӑк йӗппе чакаласа кӑларать, амӑшӗ — булавкӑпа. — Ҫамрӑк ҫын, эсир тархасшӑн чӑрманса ан хӑтланӑр, пустуй вӑхӑт ирттерсе те тӑмалла мар. Ҫав прерисенче ӳснӗ лаша хытӑ кайнине вӑл хӑй курнӑ. Анчах амӑшӗ ӑна курсанах пӑшӑрханса, пӑлханса кайрӗ, Николай саламланине хирӗҫ хуллен калама тытӑнчӗ: — Ах, батюшка, ахалех килтӗр эсир! — Ухмахскер, — хӗрлӗ хӗвел ҫинелле куҫне хӗссе пӑхса калать кукамай, — ӑҫта ҫитесси пур эсӗ? Хӗрӗн сӑмси кӑшт пысӑкрах, анчах илемлӗ, ӑмӑрткайӑкӑнни пек авӑнчӑкрах, ҫӳлти тути ҫинче пӑртак тӗксӗм курӑнаҫҫӗ, пит-куҫӗ вара, пӗр-пек кӗрен, слон шӑмми пек, е сӗт тӗслӗ янтарь темелле; ҫӳҫӗсем ҫемҫен кӑпӑшкаланса, хумлӑн-хумлӑн выртаҫҫӗ, Палаццо-Питтири Алорийӑвӑ Юдифӑнни пекех ҫав; уйрӑмах куҫӗсем, тӗттӗм-хӑмӑр куҫӗсем, пит илемлӗ, куҫ шӑрҫи тавра хура йӑрӑм выртать; ҫав тери хитре, хаваслӑ куҫсем, — халӗ те-ха, хуйхӑпа хӑрани вӗсен йӑлтӑрккине тӗксӗмлетнӗ чухне те, вӗсен ытарма ҫук илемлӗ… Эпӗ каҫхи апата кайрӑм та Вернера тӗл пултӑм. Хама хам вунҫичӗ ҫулхи пек туйса илтӗм — чӗрем хыттӑн тапа пуҫларӗ. Мӗн шутласа кӑларас-ши ӑна тавӑрмашкӑн? — Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ, Серёженька? — Пӗр кӑмӑллӑ пулса йышӑннӑ. Ку таврашри сиплӗ ҫилпе унӑн пит-куҫне тӗс кӗнӗ, вӑйӗ те хутшӑннӑ. Вӑл старикпе хӗре ҫывӑхри трактире илсе пычӗ те, вӗсемпе тата ачипе пӗрле уйрӑм пӳлӗме питӗрӗнсе ларчӗ. — Кам витререн ӗҫет, кам лампадкӑран ӗҫет, — уҫӑмлах мар хуравларӗ мучи. Ҫак йӗкӗт вӗсем патне пырса тӑрсанах унран сасартӑк вӑйлӑн та тутлӑн хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн шӑрши мӗншӗн ҫапнине Давыдов каччӑ ҫапла каласан тин ӑнланса илчӗ: йӗкӗтӗн ҫуланса пӗтнӗ сӑран курткине ҫав сирсе сирӗлми тутлӑ шӑршӑ витӗрех витсе илнӗ-мӗн. — Алло! — кӑшкӑрчӗ лешӗ алӑк хыҫӗнчен. Ҫук, ҫывӑрмастӑн эсӗ, мӑнаҫлӑ хӗр! — терӗ вӑл хытӑрах, пӗр самантлӑха ҫеҫ пулин те хӗр умӗнче ҫапла мӗскӗнленнӗшӗн намӑс иккенне туйса илнӗ сасӑпа. Евдоксия табакпа сарӑхса кайнӑ пӳрнисемпе пирус чӗркерӗ те, ун ҫийӗ тӑрӑх чӗлхипе ҫуласа илчӗ, ӗмсе пӑхрӗ, вара тивертсе ячӗ. — Итлӗр! — кӑшкӑрчӗ Халл капитан. Антон Прокофьевич пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын; сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ таранах ырӑ кӑмӑллӑ вӑл, калӑпӑр: парать ӑна пӗр-пӗр Миргородри аслӑ ҫын мӑйне ҫыхма тутӑр е аялтан тӑхӑнмалли кӗпе-йӗм, вӑл тав тӑвать; кам та пулин ӑна ҫӑмӑллӑн сӑмсинчен чиртсе илет-и — вӑл уншӑн та тав тӑвать. Вӑл темӗнле сивӗ те ывӑнтаракан шиклӗхпе шикленсе ӳкрӗ. «Эпӗ ӑна тӗрӗссипех юратнӑ пулсан, урӑххине туйса илӗттӗм» — текен шухӑш самантрах ҫиҫсе илчӗ Анна Сергеевна пуҫӗнче. Тимӗрҫӗ ҫывӑхрах пычӗ, ӑна аллинчен тытрӗ; чипер хӗр пуҫне пӗкрӗ. Анчах часах, Клисурӑран тарса тухнӑ тӗрӗксенчен унта темиҫе учитель те тата ахаль пӑлхар ҫыннисем кӑна иккенне пӗлнӗ, ҫакӑн ҫинчен вӗсене пӑлхавҫӑсем хӑйсем пӗлмесӗр тунӑ ӗҫсемех кӑтартса параҫҫӗ. — Алексей Петрович чухнех кунта службӑра пулнӑ эпӗ, — терӗ вӑл, каҫӑрӑларах тӑрса. Унӑн алӑкӗсем яланах уҫӑ пулнӑ, хӗлле вӑл балсем тунӑ. — Каях, контра! — аллине сулчӗ Нагульнов. Тутлӑ ӗмӗтсемпе йӑпанасси ҫамрӑксемпе хӗрсене пултӑр, серьезнӑй ҫынсене — серьезнӑй ӗҫ… Мана хӗрхенсе! — терӗ. Акӑ ӗнтӗ эпир ҫапла пӑхса выртатпӑр. — Кун пек сӑмахсем пирки ахальтен каламаҫҫӗ иккен. — Чӗре тулли вӑй сирӗн, чунӑр нимӗнпе те вараланман… Ҫитет! — Ун ҫинчен пӗлместӗп эпӗ, Варя, пӗлме те тӑрӑшман, — ответлерӗ вӑл; поднос ҫинчи пӗр пысӑк помидора суйласа илчӗ те, ӑна, панулми ҫинӗ пек ним тӑварламасӑрах ҫыртса илчӗ. — Юрать, юрать, эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтанах паллашӑп. Ҫук, йӗкӗт, тухса калаҫма ватӑлтӑм ӗнтӗ эпӗ, хӑвӑрах калаҫӑр, манӑн тимӗрҫ лаҫҫинче хӗрнӗ тимӗр шӑршине шӑршлас килет-ха. Куҫусем сан пӑлхантараҫҫӗ мана! Савӑнӑҫпа тулнӑ шайлӑ та хумхануллӑ кунсем иртсе кайрӗҫ. — Калаҫса ларма кӗтӗм. Вӗлернӗшӗн — Сибире яраҫҫӗ, урӑх ним те мар! Лукашка пиҫиххине салтрӗ те черкескине хывма пуҫларӗ. Леноре фрау сывах пулман: вӑл пуҫ ыратнипе асапланнӑ пирки халь кресло ҫине таянарах, хускалмасӑр ларма тӑрӑшрӗ. Марш! — темле шӑхӑрнӑ пек ҫухӑрса пӑрахрӗ фраклӑ ҫын. — Мӗскӗн атте! — терӗ Мэри. — Эпир сана курманни икӗ ҫул ҫитрӗ. Шанӑр мана, Елена Николаевна. «Мӗн тейӗр эсир ҫакӑн ҫинчен, Дорофей Трофимович?» чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ судья заседательтен. Куркасем чанкӑртатаҫҫӗ. — Кирлӗ мар! Вӑл параппана шаккать — халӑх лӑпланать. Ҫавӑнтан вара тек вӑл ылханлӑ тупӑран пеме те пӑрахрӑмӑр, — терӗ Василиса Егоровна. Эпӗ Смурый ҫинчен тата ун кӗнекисем ҫинчен каланӑ чух вӗсем ман ҫине темле шикленсе пӑхаҫҫӗ; карчӑкӗ калать: — Кӗнекесене ухмахсем тата еретиксем ҫыраҫҫӗ, тет. — Ку тӗрӗс, Негоро! — терӗ Гаррис. Хӑнасем сисрӗҫӗ вӑл мӗнле пӑхнине, хӑвӑртрах вӗсене уйӑрса яма васкарӗҫ. Ҫав чӑх-чӗпписем пек ача-пӑчасене эпир питех те савса ачашларӑмӑр, тӗрлӗ япаласем парса хаваслантартӑмӑр. Ахӑртнех, мӗне пӗлмесӗрех пулас. — Алсенчен сӑран шӑрши кӗрет те ӗнтӗ, — терӗ вӑл, — анчах ку сире нимех те мар вӗт?.. Э? Ун вырӑнне, Гапкӑна тӗл пулсан, ӑна ӗҫсӗр янккаса ҫӳренӗшӗн ятлама тытӑнчӗ, лешӗ шӑпах-ха ҫав вӑхӑтра кухньӑна кӗрпе йӑтса пыратчӗ; крыльца умӗнче яланхи пек апат парасса кӗтнӗ автанне туяпа печӗ; тата хӑй патне ҫурӑк кӗпеллӗ, вараланчӑк ача чупса пырса: «атте, атте, премӗк пар-ха», тесе ыйтсан, вӑл урипе тапса ӑна ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ, ачи, сехри хӑпнипе, турӑ пӗлет-и, таҫта тарса ҫухалчӗ. Халӗ вӑл никам куҫпе илӗртмесӗрех кӑнтӑрла та ишме пултарать. Курӑка ҫав тери меллӗн хурса тухнипе кайӑксем те улталанчӗҫ: хӗрлӗ сӑмсаллӑ чарлансем, хура тӗклӗ аррингсем, шурӑ, кӑвак зимородок текен кайӑксем час-часах кимӗ таррине курӑк вӑрри сӑхма ларчӗҫ. — Пӗлме ҫук, вӗсем тинӗсе ӳкнӗ пулӗ? — тесе шухӑшларӗ Паганель. — Ҫитменнине тата, — терӗ малалла инспектор, — Кэмден-Бридже кӗперӗн айӗпе каҫпа вунӑ сехет те хӗрӗх минутра иртсе кайнӑ суднон капитанӗ хӑй иртсе каясассӑнах сторож кӗперӗ пӗрлештерсе хуни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫак сӑмахсемпе Дик тепӗр ҫыран еннелле тапранса кайрӗ. — Пултараймастӑп: эпӗ пӗччен мар. Король мана кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Сан ӗҫ ҫук! Вӑл ахаль чухне манран мӑшкӑлласа, тӑрӑхласа кулать пулсан та, эпӗ кӗнекесене пит юратнӑ ун кӑмӑлне каять, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вӑл мана вӗрентсе калаҫса илет. Нимӗҫсем пирӗн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ — ир, тӗтре, нимӗн те уйӑрса илме ҫук, моторсем кӗрлеҫҫӗ те гусеницӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ кӑна. — Унта шалалла тарӑн анмалла-и? Галерӑсенчен пӗри чикӗл-мекӗл ҫаврӑнчӗ, ӳкрӗ те — ҫи виттисен хушшинче хуҫӑлнӑ ҫуначӗсемпе хӗсӗнсе выртать. Экипаж каҫарусӑр алхасса кайнине пула Джон Мангльсӑн ирӗксӗрех судно мӗнле пынине куҫ илмесӗр астуса пымалла пулнӑ. Финн Гек, мана куҫран тӳрӗ пӑх-ха, тӳп-тӳрӗ пӑх ман куҫран; эсӗ ниҫта та кайманччӗ-и вара? Анчах та ҫав тава тивӗҫлӗ «тупӑксемпе» ним вӗренме те ҫук-ҫке-ха. Герцог ҫакӑнта мӗн пулса иртни ӑна нимӗн чухлӗ те пӑшӑрхантарман пек тыткалать хӑйне: савӑнӑҫлӑн, кӑмӑллӑн уткаласа ҫӳрет, кӑкшӑмра уйран шӑмпӑлтатнӑ евӗр сас кӑларкалать; король тесен, вӑл лешсем ҫине ҫав тери кулянса пӑхать, тӗнчере ҫавнашкал путсӗрсемпе йӗксӗксем пурришӗн унӑн чунӗ ҫав тери ыратать тейӗн. Анлӑ картишӗнче, ҫурҫӗр енчи сарлака лутра аслӑк айӗнче, утӑ та, турат ҫулки те пур — сурӑхпа качакана хӗл вӑхӑтӗнче ҫитерме. Сводка эпизочӗсенче лётчиксен подвигӗсене асӑнсан, пурте салхуллӑн, кӳренсе ҫӳрерӗҫ, сестрасемпе сӑлтавсӑрах харкашрӗҫ, санатори йӗркисемпе апата тиркерӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, аманнӑ лётчиксем ҫакӑн пек хӗрӳ вӑхӑтра хӑйсен ҫакӑнта, хӗвел ҫинче, тӗкӗр пек кӳлӗ хӗрринчи вӑрман шӑплӑхӗнче пулма тӳр килнӗшӗн, вӗсем лере, Сталинград таврашӗнчи ҫеҫен хирсем ҫинче ҫапӑҫма пултарайманшӑн санатори администрацийӗ айӑплӑ тесе шутланӑ пек пулса тухрӗ. Ҫӳҫ пайӑркийӗсем ним тирпейсӗр усӑнса тӑракан чахоткӑллӑ та сарӑ сӑнлӑ Давидов та, темле тин ҫеҫ ҫӑмартаран тухнӑ чавка чӗппи пек пулса кайса, ҫӑварне каратчӗ. — Ольга, эсӗ пыратӑн-и? — Рада, апла эппин, Ровоама хаджи мана пӑлхавҫӑ терӗ иккен-ха. Вӑл ӑна кирлех те мар. Унӑн тӗлӗнмелле тӑн-пуҫӗнче Фрейзьен, Молинӑн, Гумбольдтӑн, Мьеран, д'Орбиньин мӗнпур ӗҫӗсем вырнаҫӑнса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл, каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑмасӑрах, пӗрре йӑнӑшмасӑр лайӑхран та лайӑх ҫул кӑтартса пачӗ. — Паян вил-ӳсӗрле кӳпсе тултаратпӑр, ыран ротӑна — пӗрре, иккӗ, сулахайпа, сылтӑмпа, — каҫпалан каллех ӗҫетпӗр, виҫмине вара каллех ротӑна. Эпӗ итлерӗм. Вӑл сӗтелӗн пӗр вӗҫне, эпӗ тепӗр вӗҫне кӗрсе лартӑмӑр. Палуба ҫинче тимӗр куписем, йӗпе йывӑҫ татӑкӗсем выртнӑ. — Э-э, качча паратӑр-и, апла унӑн хӑйӗн йӗрки пур! — кӑшкӑрса ячӗ Цимбал. Эпӗ ҫунакан ялсене, пушанса юлнӑ уй-хирсене, тыткӑна илнисене пере-пере пӑрахнине, аманнисене вӗлернине, персе вӗлернӗ хӗрарӑмсене мантӑм; эпӗ Францие акӑлчансене сутнине те манса, тӑван ҫӗршыва пӑвакан ҫынна ирӗке кӑлартӑм. — Анчах ан ятлӑрах ӗнтӗ: манӑн кунта хамӑр чухӑннипе пӗтӗмпех ҫар пурнӑҫӗнчи йӗркепе лартнӑ. Тен, пуҫӗ те ҫурӑлӗ — мӗнех вара? Манӑн йӑмӑкӑм парӗ! Салхуланса ҫӳрет вӑл ҫак яхӑнта, палӑртмасть, анчах каҫ-каҫ шарламасӑр, пӗччен сыпкалать пулмалла…» Епле? Раща тавра ҫаврӑнса Жадрино ялне тухасса та шаннӑ вӑл, мӗншӗн тесен Жадрино раща хыҫӗнчех пулнӑ. Ҫак тӑнлӑ та асӑрханса ӗҫлекен халӑха хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫарса яма шухӑшличчен, вӗсем патне хӑйсен ҫыннисене хамӑр пата ҫителӗклӗ таран ярса пама ыр кӑмӑллӑн ҫырупа ыйтса ярсан та ҫителӗклӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем, чыслӑх, тӗрӗслӗх, чӑнлӑх, чӑтӑмлӑх, пӗр кӑмӑллӑх, паттӑрлӑх, туслӑх, ыр кӑмӑллӑх, шанчӑклӑх прависене пӑхӑнса пыма вӗрентсе, Европа цивилизацине ҫӳле ҫӗклеме пулӑшнӑ пулӗччӗҫ. Унӑн хӑшпӗр ҫырӑвӗсене те — халӗ ӗнтӗ каласа парам — вуланӑ эпӗ, эсир — сӗтел айне пӑрахатӑр, анчах эпӗ илетӗп те ҫыпӑҫтаратӑп, унтан вуласа тухатӑп. Философи — пысӑк та ӑслӑ ӗҫ-мӗн. Санин ытла та ҫепӗҫ калаҫни сая каймарӗ. Мана Гетен Миньонӗ аса килчӗ, вӑл хӑйӗн нимӗҫле сисӗм-туйӑмӗпе шухӑшласа тунӑ тӗлӗнмелле хӗрӗн сӑнарӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ мана. Хӑйне йӗпе сӑмса тенӗшӗн кӳреннӗ штаб-трубач Коля Колокольчиков горнне ҫӳлелле тытрӗ те, пит ҫӑмартийӗсене карӑнтарса, каялла кайма палӑртса отбой кӑшкӑртрӗ. — Республиканец-и, роялист-и? — Эпир ӑна кӑштах канма ӳкӗтлерӗмӗр, — терӗ Цимбал, — чышкипе юнать. — Вырсарникун Смолин хӑй чӗнет-ха мана, — пӗлтернӗ Фома, ашшӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхса. Эпӗ коммунизма утса ҫитесшӗн-ха, пылак пурнӑҫа курасшӑн, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чухне, нуша хӗстерсе ҫитерсен, кӗлтӑватӑп та ӗнтӗ, турра ытлашши ҫиллентерес мар тесе, пупа та вак укҫа, ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл таранах паратӑп. Испанире халӑх йӑлисем питӗ те сарӑлнӑ иккен! — Хӑвӑр карапӑрсем валли ҫил ҫула май пултӑр тесе, турра е турӑсене кӗлтунӑ-и эсир? — ыйтнӑ патша, лешсем, сехӗрленнӗскерсем, суд залине пырса кӗрсен. Ачасем, аннӗр патне пырӑр. Аннӗр кӗлтуни шывра та, ҫӗр ҫинче те ҫӑлать». Вӑл юланутпа ҫывхарса килет. Анчах ҫук, кун пек пулма пултараймасть: термит-кӑткӑсен йӑвисем хӑнтӑрсен ҫурчӗсенни пекех ҫирӗп никӗслӗ. Каҫхине, тӑхӑр сехет ҫитсен те, Бенедикт пичче хӑйӗн лекцине пӗтерменччӗ-ха. Ҫимелли манӑн тӗрлӗрен ҫырласемпе ирхи апат юлашкисӗр пуҫне урӑх нимех те ҫукчӗ. Унӑн элекӗсенче эпӗ хӑйне юратакан ҫыннӑн кӑмӑлне кӳрентернинчен тата юратнӑ хӗре пӑрахнипе тарӑхнинчен килнӗ вӗчӗхӳ пулнине ӑнланса илтӗм. Кӑнтӑрла тӗлне, ҫанталӑк самаях ӑшӑтнӑ вӑхӑта, Алексей аллисемпех чылай «утӑм» тума ӗлкӗрчӗ. Ыйтнӑ чух вӑл аяккалла пӑхрӗ, сасси унӑн ним пулман пекех янрарӗ. Горева кунти ҫынсем хушшинче хӑйӗн званийӗпе аслӑрах пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем, ун ҫине тӗлӗнсе пӑха-пӑха, ҫул пачӗҫ. — Хама — ҫапӑҫма май ҫук, становоя чӗнме ярас — принципсем хушмаҫҫӗ, айӑплассипе хӑратмасӑр нимӗн те тӑваймастӑн! — du calme, du calme, — асӑрхаттарнӑ кӑна хирӗҫ Павел Петрович, хӑй вара мӑрӑлтатнӑ, тӗксӗмленнӗ те уссисене турткаланӑ. Гленарванпа унӑн тусӗсем вут тивмен ҫӗре, амбу йывӑҫҫин хӗвелтухӑҫ енчи тураттисем ҫине куҫрӗҫ те, хӑраса ӳкнӗскерсем, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, ҫавӑнтан вут мӗнле ҫывхарнине сӑнаса тӑчӗҫ. Вӑл сисӗмлӗ, ачаш чунлӑ ҫын, анчах чунне уҫса кӑтартма вӑтанать. Мӗншӗн, ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен? — Мончаловски аэродромран… Вӑл мӗскӗнле пӑшӑлтатни ҫеҫ пулнӑ:— Ҫитӗ!.. Кунта ӗнтӗ, ӗлӗкхи пек калас-тӑк, чӑн-чӑн Русь. — Марья Ивановна кайрӗ-и? — ыйтрӑм эпӗ, пӗтӗм чӗререн ҫӳҫенсе илсе. Пурин те сӑн-пичӗсем пӑлханнипе хӗрелсе кайрӗҫ, анчах никам та тарӑхмарӗ, вӑл пӗлекен хаяр сӑмахсене каламарӗ. Унӑн хӑйӗн шухӑшӗсем, — терӗ кукамай. — Ого! — терӗ капитан. Апла марччӗ те ӗнтӗ, тӗртсе калама ман нимӗнле сӑлтавӑм та ҫукчӗ. Анчах унӑн вӑйӗпе чапӗ ҫав тери пысӑк. Король вара, мӑн кӑмӑллӑ пӑлхавҫӑсене ҫирӗпрех тавӑрма шутласа, утрава хула ҫине унӑн кӗтесӗсенчи башньӑсемпе хула варринчи чул ту тӑррине хӗрӗх ярд ҫитмелле мар антарма хушнӑ. — Ҫапла, тӗрӗс, — терӗ лешӗ, тата географ ҫине пӑхса: — эсир кунти вырӑнсенче ҫӳренӗ те пулас? — тесе хушса хучӗ. Мана ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗртме ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ унпала пӗтӗмӗшпех килӗшетӗп. Апат ҫинӗ чухне вӑл, мӑнтӑркка приставпа виҫе городовой пристане килсе тухсан, «Мӗскер, Саня» тенӗ пек пӗр вӗҫӗмрен ман ҫине пӑхса ларчӗ. Вӗсем ҫавӑн хыҫҫӑн харкашса кайрӗҫ. Мӗн, ҫавӑншӑн ӗҫлетӗп-и эп? Эх, эсӗ те ҫав… Акӑ ме, — атте виҫ тенкӗлӗх хут укҫа кӑларса старостӑна тыттарчӗ. Пӗтӗмпе те темиҫе пассажир ҫеҫ анса юлнӑ платформа ҫинче ҫав самантрах шӑп пулса тӑчӗ. Вӑл Луиза ҫумӗпе иртсе кайнӑ чух, лешӗ те ӗнтӗ тапранса кайма хатӗрленсе, лаша ҫине улӑхса ларма тытӑннӑ. Унпа пӗрле пӳлӗме чихирь, эрех, пӑшал тарӗ тата кӗвӗлсе ларнӑ юн шӑрши пырса кӗчӗ. Ҫав хутӑш шӑршӑ питӗ хӑватлӑ, анчах та вӑл йӗрӗнтерекен шӑршӑ мар. Вӑл унпа юнашарах пурӑнать; Вӑл ун пирки Аннӑна каласа та пӑхнӑ. Юрӗ, ку темех мар. Вӗсем ӑҫтан сиксе тухни никамшӑн та паллӑ мар. Ҫавӑн пек шухӑшланӑ капитан, гасиендӑна каялла тавӑрӑннӑ чухне, Луизӑпа Генри хыҫҫӑн пӑртак аяккарахра утса пырса. — Яр! — тесе кӑшкӑрать Чурка, ун шӑлнӗ ытамӗнчен вӗҫерӗнсе, унтан вӑл Костромана кулса калать: — Мӗн суятӑн? — Боримечка патӗнче пултӑмӑр, — терӗ Петр. Эпӗ тухатмӑшсене ӗненместӗп, анчах сан ирӗкӳ: портретра таса мар вӑй пурах… — тесе каласа хунӑ. Ун сасси пӗр янравсӑр та темле аван мар илтӗнчӗ…. — Николаев поручик патӗнчен никам та пулман-и? Туроксен аллинчен укҫа парса хӑтӑлма тӗл килсен, эпӗ ӑна сакӑрҫӗр цехии патӑм». Палламан ҫынӑн пӳрт ӑшчикки чухӑн тата илемсӗр: креслосем, диван, лампа тата коверсем пур, урӑх нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа пӳлӗмӗ те пушӑ пек туйӑнать; анчах столярӑн хваттерӗнче япаласем тӑп-тулли; темӗн те пур унӑн: сӗтел, верстак, купипе стружка, рубаноксем, стамескӑсем, пӑчӑкӑсем, шетник, читлӗхре ҫирӗк тӑрри юрлать… Законӗсене пурне те пит ӑнланмалла уҫҫӑн ҫырнӑ. Ҫак сахал ӑнкартакан халӑх закона темиҫе тӗрлӗ ӑнланма пултараймасть, законсем ҫумне хушса ӑнлантарса ҫырнине вӗсем пит пысӑк айӑп тесе шутлаҫҫӗ. Кӗнекене эпӗ: «Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть», тесе ят патӑм, мӗншӗн тесен Алексей Мересьев чӑн-чӑн совет ҫынни пулса тӑрать, — вӑл ҫынна Герман Геринг нихҫан та ӑнланман, хӑйӗн намӑсла вилӗмӗ ҫитичченех ӑнланайман; истори урокӗсене манма пӑхакансем, Наполеонпа Гитлер тума тӑнисене хӑйсен ӑшӗнче халӗ те тепӗр хут тума вӑрттӑн ӗмӗтленсе пурӑнакансем вӑл ҫынна ҫак таранчченех ӑнланаймаҫҫӗ. Комендант пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Ҫав ӗҫе хутшӑнма эпӗ никама итлемесӗр, хам тӗллӗн килӗшрӗм. — Мӗнле, ҫуран? Уйрӑммӑнах, пӗр Ежов пур унта… Шӑлланӑ пӑчкӑ пек… Пурне те лайӑх! Квас чӗресӗнче кукӑль пӗҫермелӗх чуста ҫӑрса хатӗрлесен, Алевтина Васильевна, Ерофей Кузьмич харлаттарнине илтнӗ хушӑрах, пӗр шикленмесӗр тенӗ пек хӑйӗн тулли те тарлӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен куҫҫульне шӑлса илчӗ. — Эпӗ ана ко-ко-тка терӗм… — каласа хунӑ мӑйӑхлӑ ҫын, кашни сӑмахнех ҫуласа илнӗ пек, тутисене вылятса. Ҫапла тӑрса сӑн ӳкерттересчӗ те ӳкерчӗкне шкула илсе пырасчӗ! — Эх, синьор, хӗрарӑм пысӑк ӗҫсем тӑваймасть ҫав! Ҫитет. Конституци проектне кӗртме cӗннӗ тӳрлетӳсемпе хушавсем Конституци проекчӗ пирки ӑна пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явнӑ чух граждансем сӗннӗ тӳрлетӳсемпе хушавсем ҫинчен пыракан ыйту ҫине куҫӑпӑр. Унтан Зевса хӑйсене ҫӑлса хӑварнӑшӑн чӳк ирттерме васканӑ. Вокзал патӗнче кӗтмен ҫӗртен паровоз хашлатса илчӗ те, ун енченех тупӑ хыттӑн кӗрӗслетни илтӗнчӗ. Вӑл кӗпер ҫинчен анчӗ те ман ҫумма темиҫе пусма тӑратма хушрӗ. Тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ карҫинккасем йӑтнӑ ҫынсем ҫӗр ҫын та ытла ҫав пусмасем тӑрӑх хӑпарчӗҫ те ман ҫӑвар патнелле утрӗҫ. Апат-ҫимӗҫне кунта вӗсен монархӗ хушнипе илсе килнӗ-мӗн. Ман ҫинчен ун патне хыпар ҫитсенех вӑл апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе пыма хушнӑ. Мансӑр пуҫне ӗҫӗ тухсах каймасть вӗсен. Эпӗ те пуҫӑмпа тепӗр хут хытӑрах ҫулса илтӗм. Хӗрарӑм-врач аманнӑ ҫынна операци тунӑ, взрыв пулнӑ самантра, ӑна хӑй пӗвӗпе хӳтӗлесе хӑварас тесе, ун ҫинелле пӗшкӗннӗ пулнӑ, хӑй хыҫӗнчи стена ишӗлсе аннипе ӑна пӗтӗм урам курнине вӑл пӗлмен темӗн. — Ку вӑл — аванрах та пулӗ! — Государь… вӑл хурал аллинче мар… вӑл чирлӗ… светлицӑра выртать вӑл, — терӗ йӗтӗрекен сассипе. Хӑш чух тата, ҫирӗпрех сӑмах илтсен, вӑл именнӗ пек пулса, питне аллипе хупласа кулатчӗ, Панков вара, Ромаҫа куҫ хӗссе илсе: — Ӑнланать, — тетчӗ. — Акӑ ҫакӑншӑн юрататӑп та эпӗ сана. 48-мӗш ҫулхи событи ӑна пӗтӗмпех ҫапса хуҫнӑ (пӗтӗм кӗнекине ҫӗнӗрен юсаса ҫырмалла пулнӑ-ҫке-ха), вара вӑл 53 ҫулхи хӗлле, ывӑлӗ университетран тухасса кӗтсе илмесӗрех, вилсе выртнӑ, анчах ӑна малтанах кандидат ячӗпе саламласа тата наукӑшӑн ӗҫлеме пиллесе хӑварнӑ. Тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме шутланӑ-и? Сӑвӑр, — Васютин тӑнлавне кӑранташпа хыҫса илчӗ, унтан, манӑн вӑхӑт пур-и-ха тенӗ пек шухӑшласа, хӑрах куҫне хӗсрӗ те кӗтмен ҫӗртен килӗшрӗ. Тепӗр сасӑ, ҫывӑхарах пырса, ҫемҫен:— Сирӗн ӗҫес килет-и? — терӗ. Мӗншӗн тесен ҫамрӑк халӑхсем вӗсем, ҫамрӑк ҫынсем пекех, поэтсем. Кая юлтӑн! — Мур илесшӗ! — тарӑхрӗ ученӑй. Вӑл хӑй ухмаха пенине пӑрахмасть пулсан, тата чипер ларас темест пулсан, эпир ӑна, пуснӑ пӑлана хӑпартса хунӑ пек, лаша урлӑ хӑпартса хуратпӑр. Власовсен пӗчӗк пӳлӗмӗнче тӑвӑр та пӑчӑ пула пуҫларӗ. Йышлӑ хыпарҫӑсем-акакансем, вӗҫе-вӗҫӗн тӑрса, Болгари кӑмӑлӗн хирне сухаласа, наци чысне упраттаракан вӑрлӑха акма тытӑнчӗҫ. Ӑна вӑл хӗрарӑм енӗпе хӑйӗн тӑшманӗ тесе шутланӑ пулин те, Яков Артамонов поручикпе хирӗҫсе каясран хӑранӑ, анчах та унӑн Полинӑна Маврина парас шухӑш пуҫӗнче те пулман, — хӗрарӑм ытларах та ытларах кӑмӑла кайса пынӑ. Ҫапах та миссис Дуглас хӑй шутсӑрах тӗленсе кайнӑ пек пулчӗ, Гека ҫав тери мухтаса тав тума тапратрӗ, ҫавӑнпа мӗскӗн ача хӑйӗн ҫенӗ тумтирӗпе асап тӳснисем ҫинчен манса кайнӑ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл халӗ те хӑй ҫине пурте пӑхнӑран, пурте хӑйне мухтанӑран тата хытӑрах асап курчӗ. Ашшӗне асра тытман пекех вырӑна хуман пулса кайнӑшӑн Владимир хӑйне-хӑй ӳпкелеме тытӑнчӗ. Эпӗ Зинаида ҫине пӑхса илтӗм — ҫак самантра вӑл мана пирӗнтен пуринчен те ҫӳллӗрех пек курӑнчӗ, унӑн шурӑ ҫамкинче, хускалман куҫ харшисенче ӑс та ирӗк ҫиҫсе тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ: «Эсӗ ху вӑл королева» тесе шухӑшларӑм. Ҫав хушӑрах ытти пур корольсенчен те лайӑх шухӑшлама пултаракан его величество ҫакнашкал пултаруллӑ та ӑс-хакӑллӑ ҫынсене хӑй патӗнче советниксем пулса ӗҫлеме лартманнинчен питех те тӗлӗнмелле вара. Кунта чӑнни нимӗн те ҫук. Анчах христианин ӗсӗклет, вӑл ҫавӑн ҫинчен хӑйӗн туррине, хӑйсен святойӗсене каласа парать, вӗсем пулӑшмасан вара, хӑйӗн тӑшманне те калать, уншӑн ҫав йывӑрлӑха куҫарса хума ют ҫын ҫурӑмӗ ҫеҫ тупӑнтӑр. «Инвалидӑн» официаллӑ пайне пӑхкаланисене шута хумасан, вӑл, вӗҫӗмсӗрех хаяр служба ҫакки-кантрине сӗтӗрнӗскер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те пӗр кӗнеке, пӗр хаҫат вуламан. Тытса чарма ҫук хаярлӑха, ниме пӑхмасӑр тавӑрас туйӑма! Санин, ватӑлса кайнӑ артиста йӑпатма пӑхса, унпа Итали чӗлхипе калаҫма пуҫларӗ (ку чӗлхене вӑл хӑй ҫул ҫӳренӗ чухне пӑртак вӗреннӗ) «paese del Dante, dore it si suona» терӗ вӑл. «Пурне те питӗ килтерсе вырнаҫтарнӑ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ. Анчах унӑн шухӑшӗ урӑхла пулнӑ. Диаз ӑна ӑнланса илеймерӗ. Вӑл мӗн хӑтланнине пӑхса аптӑраса кайрӗ те ним шарламасӑр лаша ҫинче ларчӗ. Вӑтам ҫын яланах хӑравҫӑ. Халӗ акӑ, ҫак ҫутӑ та шарах ҫуллахи кун, аслӑ та чаплӑ Мускава вӑл хӑй куҫӗпе курать. Хӗвел, юрпа витӗннӗ аякри тусем хыҫне анса, пӗтӗмпех пытанчӗ. Штурмовой группӑсем ҫӗре кӗреҫесемпе, катмаксемпе чавалаҫҫӗ, хӑшпӗр ҫӗрте киркӑсем те ҫутала-ҫутала илеҫҫӗ. Яша пӗлет; ҫӗрле районтисем кирек хӑҫан та пит кирлӗ ӗҫпе ҫеҫ шӑнкӑртаттараҫҫӗ. Тепӗр ҫур минутранах король, сӑмахсене тӑстарса:— Никамран ытларах эпӗ ҫапла шутланӑ, — тесе хучӗ. — Хм! Савельич йӗрсе ячӗ. Саша, хӑйӗн хаваслӑхне пусарса, куҫ харшисене туртӑнтарчӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан ҫирӗп шухӑшлӑ сасӑпа, анчах та савӑнӑҫлӑн кулса каласа хучӗ: — Ӗҫсем чӑнах та вӑл каланӑ пекех пулсан, тӑрӑшас пулать! — Мӗн сӗнетен эсӗ, Макар? Пурте шеренгӑсенче ирӗксӗрех тачӑрах пӗтӗҫсе тӑчӗҫ, тумхахлӑ ҫулпа васкасарах каптӑртаттарса утма пуҫларӗҫ. Енчен, эпӗ унпа сӗтеле лӑпка-лапка илсен, эсӗ хумханни паллӑ пулӗ. Анчах ку ҫара чылай лайӑх вӗрентсе ҫитернӗ, дисциплини те пит ҫирӗп. Кунтан нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук. Ҫакна асра тытма кирлӗ: кашни фермер хӑй ҫӗр улпучӗн командинче тӑрать, кашни хула ҫынни хӑй хулинчи чи паллӑ ҫын командинче тӑрать. Ҫитменнине тата ҫав пуҫлӑхсене пурне те, Венецири пек, суйласа лартаҫҫӗ. Хамӑр чӗресемпе пуҫ мимисенче мӗн лайӑххи, этем майли пур, ҫавна пурне те пурӑнӑҫра ирӗлтерес пулать. …Мана пуринчен ытла хӗрарӑма мӗнле пӑхасси ухмаха ертетчӗ; романсем вуласа тултарнипе эпӗ хӗрарӑма пурӑнӑҫра чи лайӑххи те паллӑраххи вырӑнне шутлаттӑм. Ҫӗр айӗнчен темӗнле ӗлӗк-авалхи ялсене чавса кӑларать. — Эп унӑн паспортне пӑхман, — терӗ лешӗ шӑл витӗр, палатӑран мӑнкӑмӑллӑн шуса тухнӑ май. — Мӗн пулчӗ-ха йытта? — ыйтрӗ Халл капитат, путнӑ карап борчӗ патне сӑмси енчен ҫаврӑннӑ май. Ромашов сӗтел патне ларчӗ, ун ҫине чавсисемпе тӗревленчӗ те пуҫне аллисемпе хӗссе тытрӗ. Амӑшне вӑл ытла та вӑраххӑн утнӑ пек, пуҫне кӑлӑхах ҫакнашкал ытла ҫӳле ҫӗкленӗ пек туйӑнчӗ, — унӑн сӑнне пӗрре курнӑ кашни ҫынах яланлӑха астуса юлмалла. Пӗрре вӑл, ҫепӗҫ юрату тыткӑнӗнче, Лушӑна кӑшт писев сӗрнӗ питӗнчен чуп туса, ҫапла каларӗ: — Лушенькӑ, чунӑм, чечек пек эсӗ манӑн! — Хӑйне кунта, хамӑрпа пӗрле хӑварма ыйтать, — ответлерӗ командир кулса. Ял хыҫӗнчех, танксем оборона полоси урлӑ каҫнӑ чухнех, унӑн машинине ҫунакан шӗвеклӗ ампула пырса тивнӗ. Телеграфиска такам кантӑкран шакканӑ пекех туйӑнчӗ, вӑл пуҫне ҫавӑрса пӑхрӗ те ирӗксӗрех кантӑк ҫинчи сивӗ тӗрленӗ ӳкерчӗксене курса, вӗсемпе йӑпанса кайрӗ. Элле, тупӑнӗ-ши пӗр-пӗр йывӑра илмен ҫамрӑк ҫын, калӑпӑр, чипер хӗре тӗл пулса, хӑй вӑхӑтне вӑл кӑлӑхах ирттернӗ май, ун ҫине пӑхма та пуҫлать пулсан, анчах хӗрӗ пӗр кӗтмен ҫӗртен урӑх качча, лешӗн пекех палламанскере, кӑмӑллать пулсан, кӳренме пӗлмен ҫамрӑк тупӑнӗ-ши, тетӗп эпӗ (паллах ӗнтӗ, пысӑк светри ҫамрӑксене илетпӗр-ха эпир, хӑйсен кӑмӑлӗсене вылянтарма хӑнӑхнӑ ҫамрӑксене). Эпӗ иртерех килтӗм, Чезаре: эсир васкатӑр пулас. Андрей Петрович — урӑхла. Анчах сирӗн халапри эпӗ палӑртнӑ фактсем тата сиртен аран вӑтӑрса кӑларнӑ ыйтусем мана ирӗксӗрех ҫак шухӑш патне илсе пыраҫҫӗ: сирӗн тӑван ҫӗршывӑн ҫыннисенчен ытларахӑшӗ ҫӗр пичӗ ҫинче халиччен шуса ҫӳремен, пуринчен те ирсӗр, чи сиенлӗ вӗтӗ ҫӗлен-калтасен йӑхне кӗрет, терӗ. Сӑнран пӑхсан, сана халӗ япӑх хӗл каҫнӑ ватӑ вӑкӑр темелле: кӗҫ ҫӳренӗ ҫӗртех выртакан пулӑн, йӑлтах тӗсрен кайнӑ эс, йӑшнӑ… Вӑл тӳрех ашшӗ лавӗ патне пычӗ, анчах миххи лав ҫинче ҫук: Остап ӑна хӑйӗн пуҫ айне хунӑ та, лав патне ҫӗр ҫине чӑсӑлса ӳксе, ҫав тери хыттӑн харлаттарса ҫывӑрать. Ман юнӑма вут-ҫулӑм хыпрӗ, вӗретсе ячӗ. Тата тепре хӑвӑрт пӑрӑнса илет те ӗнтӗ чӑнкӑ ту тӑрӑх хӗрри ҫумӗпех вӗҫтерет, ҫавӑнпа ӑна Техас ҫыннисем кураҫҫӗ, тӗлӗнсе кайнӑ Зеб тата: «Иосафат!» тесе илет. Ҫурҫӗр иртсен икӗ сехет ҫитерехпе Талькав юлашки курӑк ҫӗклемне вут ҫине пӑрахрӗ. — Тӑхта-ха, чӑнах та пӗр сӑмах сиктерсе хӑвартӑм, — Юргин хаҫат листине лайӑхрах якаткаларӗ. «Вӑл йӑлтах ӑнланать, вӑл йӑлт курать, — вӗҫсе илчӗ пуҫӑмра шухӑш. Айванла шухӑшлатӑн эсӗ! Ҫил пӗлӗтсене хӗвеланӑҫ еннелле хӑвалать, хумсен ҫийӗсенчен шыв тусанне ҫулса илсе, ӑна хӑйӑр кӗрчӗсем тӑррисене ҫитичченех пӗрӗхтерсе илет. Унтан, кӗтмен ҫӗртенех ҫапла ыйтрӗ: — Эсӗ акӑ кӗнекесем нумай вуланӑ. Ӗҫлекен алӑсем — акӑ вӗсем, ҫаксем кӑна. Акса хӑварнӑ ҫӗр ҫинчен тӑхӑрвунӑ пӑт тулӑ, вунсакӑр пӑт ыраш тата ҫирӗм виҫӗ пӑт сӗлӗ пухса илтӗм. Вӑл тинӗс хӗррине пӗтӗмӗшпех йышӑнса илнӗ те Лантенака кунталла, акӑлчансене — тинӗселле хӗстерсе пырать. Темиҫе минутран тӗттӗмре ҫутӑ ҫиҫсе илчӗ, пӑшал сасси кӗрлесе кайрӗ, унтан пурте шӑпланчӗ, вара шыва виле ӳксе шӑмпӑртатни илтӗнчӗ. Вӑл та, Джек та, Бенедикт пичче те Казондерехчӗ. Кӑшкӑрас тесе пулас, вӑл шултра та сарӑ шӑлӗсене йӗрчӗ. Суккӑр ҫав-ҫавах хӑй вырӑнӗнче ларать. Анчах аннӳ умӗнче паттӑрлӑхна кӑтартма тытӑнтӑн… — Окунев, айӑплӑ пек пулса, тӑнлавне кӑтӑрттарса илчӗ, анчах тусӗ кулманнине курчӗ те кӑшт хӑюлланчӗ. «Мӗн ку? Мӗншӗн вӑл макӑрать?» — шухӑшларӗ пӑшӑрхана пуҫланӑ Огнянов. — Эсир ниме тӑман япалашӑн утмӑл ҫухрӑма кайса килтӗр-и? — Ку плана эсир питех те ӑслӑ шутласа тунӑ, — терӗ Гленарван. Этем йӑхӗнче, йӑлтах пулмасан та, унӑн 0,99 пайӗнче ҫапла тӑваҫҫӗ. — Ах, мур, вӑт тамаша! — терӗ король. Вӗсем герцогпа иккӗшӗ те ухмаха тухас пек аптраса ӳкрӗҫ. — Мӗнех вара, вӑл ҫавӑн пек курайманлӑха тивӗҫлӗ пулсан! Ҫапла, кунсерен хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ чухне ҫеҫ эпӗ Мускава палласа илсе, ӑна юратса пӑрахрӑм. Кашни ирсерен вӑл нимӗн те пулман пекех куҫкӗски умне тӑрса мӑйӑхне якататчӗ те урока пырса кӗретчӗ… Нагульнов мӑн ҫул еннелле анкарти витӗр тӳрех чуптарчӗ. Е мана тӗрлӗ тӗслӗ те пит илемлӗ кӗлеткеллӗ темлерех ещӗксене уйӑра-уйӑра пайланӑ пек туйӑнать; эпӗ вӗсене пӗр-пӗрин ӑшӗнчен кӑларатӑп, пысӑкраххинчен — пӗчӗкреххине, унтан тата пӗчӗкреххине, хам вара, ҫакӑ йӗрӗнтерсех ҫитернӗ пулин те, ӗҫе ниепле вӗҫлесе пӗтерейместӗп. Ну, паллах, эпӗ ҫав мӗскӗн сыснана хапха патне хӑваласа пытӑм. Юлашкинчен, эпир ҫурт патне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ку ҫурта авалхи архитектурӑн чи чаплӑ стилӗпе тунӑ. — Тав тумаллиех ҫук. — Ӑна сутмалла мар, мистер Морис. — Кирек мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, эсир айвантарах хӗрарӑм пек курӑнма пултараймастӑр ҫав. Кайран вӑл тӗкӗр умне пырса ларчӗ те, пит-куҫне мӑнаҫлантарса, куҫне пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑркаласа, питҫӑмартине чӗлхипе хӑпартса тата ҫӳҫӗ ҫинчен куҫ сиктермесӗр хура та ҫӑра ҫӳҫне тӑрӑшсах турама пуҫларӗ. Марийка тепӗр еннелле ыткӑнчӗ, анчах унта та, ӑҫта пӑхнӑ унтах, вилесем выртаҫҫӗ. Атте манпа юнашар пырса ларчӗ, пӗр сӑмах та шарламасть хӑй; эпӗ каҫса кайсах йӗретӗп; пырта тем капланса килнипе сывлӑш пӳлӗнесрен хӑратӑп… Кам пӗлет, тен, ку чӑн-чӑн ухмаха ерни пулӗ, анчах вӑл вилӗмӗн чӗрни айне пулнӑ пулин те, вилӗме йышӑнмарӗ, вилме килӗшмерӗ. Хӑҫан вилнине кӑна тӗрӗс калама пулать — пин те тӑхӑрҫӗр вунпиллӗкмӗш ҫулхине июнь уйӑхӗнчи вунсаккӑрмӗшпе ҫирӗмиккӗмӗш кунсем хушшинче. Эпир кайрӑмӑр. Мана паллакан доктор-акушер Генрих Родзевич патне илсе карӗҫ, вӑл ман куҫ хупанкисене шалтан касрӗ, куҫсене ҫыхса лартнӑскер, темиҫе кун хушши эпӗ шутсӑр усал кичемлӗхпе асапланса выртрӑм. Эпӗ поляксем ҫине те,Врангель ҫине те эскадрон ертсе кайнӑ, ҫавӑнпа та пӗлетӗп: пӗрре атакӑна ыткӑнтӑн пулсан — ҫурма ҫултан каялла ан ҫаврӑн! Ыттисем те ҫаксем пек шухӑшласран чи малтан дисциплина кирлӗ! Кукаҫи каллех Кунавинӑра пурӑнатчӗ, эпӗ ун патне ҫӳреместӗм, вӑл та хулана пырсан, ман пата пырса каймастчӗ. Пӳлӗме хутса ӑшӑтман, тирпейлемен, сире шӳрпе кӑна ҫиме юрать, ӑна пӗҫерме повара хушман, эмел илме яман; анчах юратакан арӑмӑр, ҫӗрӗпех ҫывӑрмасӑр ларнипе ывӑнса ҫитнӗскер, сирӗн ҫине ҫаплах хӗрхенӳллӗ сӑнпа пӑхать, чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳрет тата, хӑнӑхманнипе уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатса, тарҫӑсене тем тума хушать. Ку вара пӗтӗмпех йӗркене хирӗҫле пулать; эпӗ ирӗк памастӑп… Ячейка пухӑвӗнче Нагульнов хуторта вӑрлӑх хывман пуянрах хресченсем патне кӗре-кӗре ухтарса тухма та сӗнсе пӑхрӗ, анчах Давыдов, Лубно, Найденов, Разметнов ҫапла тума сӗннипе килӗшмерӗҫ. Ҫанталӑк та унччен ытларах ӑшӑтӗ. Вӑрҫӑшӑн лайӑх пулӗ. Вӑл хулана ҫитсе кӗнӗ ҫӗре вандеецсем пысӑк йывӑрлӑха лекнӗ. — Ну? — ыйтрӗ Артамонов; Хӑш чухне пӳлӗмре вӗсем пысӑк вучах пек ялкӑшса кайнӑ, Ежов вара вӗсем хушшинче чи ҫутӑ вутпуҫҫи пулнӑ, анчах ҫак вучахӑн ҫути Фома Гордеев чунӗн тӗксӗмлӗхне начар ҫутатнӑ. Нихҫан курман ҫак чӗрчунсем мана тӗлӗнтерсех ячӗҫ. Эпӗ вӗсене лайӑхрах сӑнаса пӑхас тесе тӗмӗсем хыҫне выртрӑм. Выртасса выртрӑм та, анчах куҫӑмсене хупмарӑм. Ак вӑл, хайхискер, пӗшкӗнчӗ те урайне сиксе анчӗ. — Эс кала-ха, чорбаджи, кама кунта пытарса усрарӑн? (Урайӗнче ҫывӑракан хӗрача хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ те ун ҫинелле шӑтарас пек пӑхрӗ). Кунта вара ыйту пекки тухса тӑрать: выльӑх апачӗ тӗлӗшпе ӗҫсем епле пулӗҫ-ха пирӗн? Э, шутлатӑп, вӑл туртана туртса кӑларма ӳркенмерӗ пулсан, апла, хӑйӗн эмелӗпе ман чуна тӑпӑлтарса кӑларма та ӳркенес ҫук, тетӗп. Атте ҫук вӗт манӑн… Вӗсене хирӗҫ арҫынсем ларса тухрӗҫ. Тумалли ӗҫ йывӑр пулчӗ: хурана пӗр ҫӗр аллӑ чалӑш хушши хӑйӑрлӑ ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрсе каймалла. Мана вӑл ӗнтӗ хӑйне сиктерсе ярассипе хӑратма тӑнине шӑна ҫыртни ҫинчен маннӑ пекех манса кайнӑн туйӑнчӗ. Пуҫтар-ха мӗн те пулсан пирӗн валли… Хурал карапӗсем Атлантикӑпа Инди океанӗсенче Африка ҫыранӗсем хӗррипе ишсе ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫӗршывра хӑйӗнче Европа тӳрисен куҫӗ умӗнчех ҫын сутасси анлӑн сарӑлса кайрӗ, тыткӑнланӑ ҫынсен караванӗсем иртеҫҫӗ, пӗр негра чура туса хурассишӗн кашни кун вуншар негра хӗнесе вӗлереҫҫӗ. Повестка евӗрлӗ япала, суда чӗнни. — Турра ӗненетӗн-и эсӗ? — ыйтрӗ вӑл. Ҫапла та шутлама пулать: эпӗ те, тепри те, виҫҫӗмӗш те айккинче тӑрсан, вара мӗн пулӗ-ха? Ларса пыни мар, асап курни. — Эпӗ пӗлтерӗве йытӑ ҫинчен мар, хамӑн сӑмса ҫухални ҫинчен парасшӑн, ку хам ҫинчен каланиех пулать ӗнтӗ. Ҫамрӑк ӳт вилесшӗн пулмарӗ, халь ӗнтӗ ӑна майӗпех вӑй кӗрҫе пырать. Эпӗ картишне кайрӑм, анчах унта та никама та тупаймарӑм… Иван Иваныч пичӗ пекех, ӗҫлӗ те типӗ пит-куҫ вӑл, унра ӗҫшӗн вилесле ҫунни курӑнса тӑрать. Ривэра, вӑл каланипе килӗшнӗ пек пулса, ун ҫине нимӗне те пӗлтермен куҫӗсемпе ҫиленчӗклӗн шӑтарас пек пӑхса илнӗ. Сударыня, эпӗ яланах чӗререн хисепленӗ Дмитрий Васильевича… (вӑл тӳрлетсе хучӗ): Никанор Васильевича, — сирӗнпе паллашма тӗл килнӗшӗн хама питӗ телейлӗ тесе шутлатӑп. Ҫакӑ ял вырӑнӗ ӑна сӗм вӑрман чӑтлӑхӗнчен те ытларах пушӑ пек туйӑнчӗ. Аха, ку longitude — долгота! Качча тухнӑ хӗрарӑмсем пуҫне хӗрлӗ е урӑх тӗслӗ тутӑр ҫыхса, ҫиелтен шурӑ пир тутӑрпа витӗнсе ҫӳреҫҫӗ. Итлӗр-ха, Ромочка, тӗлӗкре вӗҫетӗр-и эсир? — О-о, Россия! — йынӑшса илчӗ Митман, тенкел ҫине ӳксе. — Ну, кӳрентернӗ сана, пӑрах вӗсене, сур! — Дик мистер, — терӗ Геркулес, — килӗшетӗр пулсан, пӗтӗм йӑтмалли япалана хам пӗчченех йӑтса пырӑп. Лешӗ хирӗҫмерӗ, вара, хӗре ытамран вӗҫертсе, кӑкӑр туллин сывласа ячӗ. Халран кайнӑскер, ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумнелле тайӑнса ларчӗ те вӑл, ҫыртса лартнӑ шӑлӗсене уйӑрмасӑр, йывӑррӑн сывласа, пӗр хушӑ Озеров ҫинелле пӑхса ларчӗ. Ачасем пурте пирӗнтен ӑслӑрах. Илтетӗн-и? Луиза вӑл сасса палласа илнӗ. Том Сойерӑн шайкки — питех аван вӗт ку сӑмахсем, Гек? Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ чӑннипех сехӗрленсе ӳкрӗм: хам евӗрле ҫынсене тӗл пулмасан, эпӗ кунта выҫӑ та вилме пултаратӑп, мӗншӗн тесен ҫак йӗрӗнмелле ехусене эпӗ ниепле те хампа танлаштарма пултараймастӑп. Мӑнастир картине кӗрсен, эпӗ хама тӗл пулнӑ пӗрремӗш ҫынтанах ҫылӑх каҫаракана епле тупасси ҫинчен ыйтрӑм. — Эсир пӗр тыткӑнри ҫинчен анчах каларӑр. Хӑй пӗтӗм чӗрипех ывӑлӗпе ҫывӑх пулнӑран ҫуралнӑ савӑнӑҫлӑ туйӑм пуҫне пырса кӗчӗ, ӑна ӳсӗртнӗ пекех туса ячӗ, вара вӑл, ывӑлне сӑмахпа хирӗҫ калама вӑй тупаймасӑр, ним чӗнмесӗрех аллине чӑмӑртаса уйрӑлчӗ. Паян сана итлесен, ирӗксӗрех хамӑра принципсем ҫукшӑн ӳпкелешекенсемпе килӗшӗн. Унсӑрӑн, калаҫса кайса, ахаль те вӑхӑта нумай ирттертӗмӗр… — Э! мӗн калаҫмалли пур унта! — каллех калаҫӑва хутшӑнчӗ штабс-капитан: — суд тума ан васкӑр эсир, малтан пурӑнса, служить туса пӑхӑр. — Анчах вӑл Таньӑна та… ан пӑстӑрччӗ! — терӗ сасартӑк пирӗн пекарь, пӑшӑрханса. Эй, Марьянка йӑмӑкӑм! Савсам мана, чунӑм. — Ҫаплах-и? — сапаланчӑклӑн тепӗр хут ыйтрӗ Николаев, — Тӗлӗнтеретӗр. Вӑл пӗчӗк питлӗ-куҫлӑ, ырхан, хура тутӑллӑ, вакшанни пек шӗвӗр янахлӑ. Пирускӑ юлашкине юлашки хут ҫӑвара чиксе кӑларнӑ та, ҫӗре пӑрахса, ун ҫине урипе пуснӑ, сухал-уссисем витӗр тӗтӗм кӑларса, хапхаран тухакан лаша ҫине чалӑшшӑн пӑхса, хайӗн хырса янӑ хӗрлӗ пичӗн икӗ енчи тӑлӑп ҫухин кӗтессисене тӳрлете пуҫланӑ. Анчах ыттисем пытару канвине тытса илнӗччӗ ӗнтӗ, акӑ вара ирсӗрлетсе, сурса пӗтернӗ, туртса тултарнӑ столовӑйра, каякан пурнӑҫ пирки ҫав тери вӗрин, ҫав тери туйӑмлӑн кулянса, ҫав тери хӗрӳ тунсӑхпа хурланса, Дамаск Иоаннӗн панихидин тап-таса та яр-уҫӑ аккорчӗсем юхма пуҫларӗҫ: — «Ман хыҫран ӗненсе пынисем, пурсӑр та килӗр, сирӗн валли ҫӳлти патшалӑхра чаплӑ та сӑваплӑ вырӑн хатӗрленӗ, ҫавӑнта киленсе савӑнар…» — Аван, ҫитет! — тенӗ вӗрентекен. Ҫакна никамах та шанман, вӑл сывӑ тавӑрӑннине курсан, пушшех сахал ӗненнӗ. Казондере вара ухмахсен пуҫӗсем ҫине ҫӳлти пӗтӗм пӗлӗтсем пӗрле пухӑнса шалкӑм ҫумӑр пулса тӑкӑнччӑр! — терӗ. Stummeit ohne Taubheit. Пытарма кирлӗ мар ӗнтӗ: никам ҫук ют ҫеҫен хирте пӗччен ҫывӑрма хӑранӑ старик. Кая юлнӑ модӑпа, ахах-мерченпе эрешлесе пӗтернӗ, кивелерех панӑ хаклӑ тумсем тӑхӑннӑ улпут арӑмӗсем чылайӑн ларса тухрӗҫ, арҫынсем эрехпе пулӑ вӑлчи умне пухӑнса тӑрса, тавлӑн шавласа калаҫма тытӑнчӗҫ. Хушаматӑр мӗнле? Ав эсир мӗнле иртӗхсе кайнӑ! Вӑл манӑн аван карчӑк. Хулана вӑл тин ҫеҫ ҫитнӗ. Тӗссӗр ҫутӑ куҫӗсем тӑшманла пӑхаҫҫӗ. Подпоручик тайӑлса сывлӑх суннине хирӗҫ вӑл кӗскен ҫеҫ пуҫ сӗлтрӗ. Паллах, пирте ССР Союзӗнчен тухас тесе чӑнласах ыйту лартакан республикӑсем ҫук. Анчах Союзлӑ Республикӑн ССР Союзӗнчен тухма права юлать пулсан, ӗҫне те ҫавӑн пекех тӑвас пулать, вӑл права пустуй тата ниме юрӑхсӑр хут татӑкӗ пулса ан тӑтӑр. Алексей ҫурчӗн хапхи умӗнче ӑна Тихон пуҫ тайрӗ. Бретань браконьерӗсемпе контрабандисчӗсем пек пӑшала ӑста перекенсем урӑх пулман. Чӑпар мустанг Фелим йӑнӑш илтмен: вӑл хуҫин, Морис Джеральдӑн сасси пулнӑ. Анчах тимӗрҫӗ хӑйне хӑй ҫирӗп тытма хатӗрленнӗ вӑхӑтра темле усал сывлӑш хушнипе, Вакула куҫне Оксана сӑнарӗ курӑнса кайрӗ. Анчах ачасем? Эпӗ, Петр Ильич, пурне те курнӑ, начаррине те, лайӑххине те, ох, нумай курнӑ! Халӗ вӑл хӑйӗн калама ҫук чаплӑн ҫуталса тӑракан малашлӑхне лайӑхах курчӗ. Тӗлӗнесси-тӑвасси иртсен хӑнасем Иван Никифоровичран сывлӑхне ыйтса пӗлме тытӑнчӗҫ, вӑл тата сарӑларах панӑ имӗш, хулӑнланнӑ тесе хӗпӗртесе пӗлтерчӗҫ. — Синьор! Ренцие вилӗм аллине парас ӗҫе эпир кансӗрлеме пултарайман пирки эпӗ сиртен кая мар хурланатӑп. — Тыт, ну… — Кӑтартса пар ҫакна. — Хӑрушӑ пулмасӑр! Джемма ӑна аллине пачӗ. Вӑл хӑйӗн тусӗ ҫинчен шухӑшланӑ: мӗнле-ха ҫак ҫын, унӑн юлташӗ, полкра ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман каччӑ, тӑм илсе лартнӑ, ванса пӗтнӗ урисемпех вӑрмансемпе шурлӑхсем тӑрӑх кунӗн-ҫӗрӗн шума пултарнӑ? Халтан кайса шунӑ, йӑваннӑ, тӑшмана парӑнас мар тесе, хамӑрӑннисем еннелле туртӑннӑ вӑл. Хушӑран вӑл ҫуначӗсене вӗлтӗртеттерсе илет те каллех чечек ҫумне тӗршӗнет, юлашкинчен пачах хускалми пулчӗ. Пӗлетӗр-и, вӑл мӗнле тӗллевпе вӗренет? — Нихӑҫан та куҫпа та курман. Темиҫе секунд хушши шӑпах пулчӗ, унтан вара малта каллех Жигалов пӗтӗм чуна ҫӳҫентермелле кӑшкӑра-кӑшкӑра яни илтӗнсе кайрӗ. Юнашар пӳлӗме вырнаҫтарнӑ тупӑкра Инсаров выртать. — Сана, Иван, чӑнах та ятлама кирлех. — Итлетӗп, капитан! — ответлерӗ ҫамрӑк матрос. Кил хуҫи хушнипе вӑл иртенпех сарайӗнче тислӗк тасатнӑ-мӗн. Ҫӑм тутӑрпа пӗркенсе ларнӑ (куҫӗсем кӑна курӑннӑ), мӑн хырӑмлӑ, начар, шуранка арӑмӗ ӑна ӑсатма тухнӑ. Вӑл ҫенӗкре упӑшки хыҫӗнче тӑнӑ. — Эсир ӑна пуринчен те лайӑх тӑватӑр. Эпӗ вӗт ҫав хӗрарӑм мӗнле вилнине те курнӑ. Амӑшӗ, вӗсем тавлашнине итлесе, Павел хресченсене юратманнине, хохол вӗсен хутне кӗнине, мужиксене те ырра вӗрентме кирлине кӑтартса пама тӑрӑшнине ӑнланса пычӗ. Корольсене хӑвалассине пӑрах эсӗ, вӗсем саншӑн кӑвакарчӑнсем мар. Мӑн ҫулсем ҫинче чарӑнма пӗлмесӗр нимӗҫсен танкӗсемпе йывӑр машинисем, мотоциклӗсем кӗрленӗ, повозкисем кӗмсӗртетнӗ. Тен, хӗре тыткӑна ярса илчӗҫ пулӗ. Унран Макар ӑҫтине ыйтатӑп, вӑл вара сехӗрленсе ӳкнипе сӑмах та чӗнеймест. — Яков, Лука ывӑлӗ. — Кирлӗ мар! Сильвер икӗ пӑшал йӑтса пырать: пӗрне ҫурӑмӗ хыҫне, теприне кӑкӑрӗ умне ҫакнӑ. Пиҫиххийӗ ҫумне кортик ҫакнӑ. Хӑйӗн сарлака аркӑлӑ сӑхманӗн кашни кӗсъине пӗрер пистолет чикнӗ. Анчах Суламифь вырӑн ҫинчен сиксе аннӑ ӗнтӗ, пӗр хусканупах аллине ялтӑрти хӗҫ тытнӑ ҫыннӑн хура кӗлеткине хирӗҫ ыткӑннӑ. Вара сасартӑк, ҫавӑнтах команда парать: «Ну, ачасем, юрласа парӑр-ха мана вырӑссен халӑх юррине!» Вӗсем либераллӑ реформӑсем тӑвасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа та чиркӗвӗн прогрессивлӑ юхӑмне ырлаҫҫӗ. Вӗсем пулӑ тытма юратаҫҫӗ, тытнӑ пулла ама ехусем хӑйсен ачисем патне йӑтса каяҫҫӗ. — Анчах Павел пирки эсир ан пӑшӑрханӑр, ан хуйхӑрӑр. Тинӗс ҫинчен ҫуркуннехи уҫӑ, лӑпкӑ ҫил вӗрет. Картус козырёкӗ ҫумне ывӑҫ тупанне тытса, Лозневой Андрей кӑтартнӑ ҫӗрелле пӑхрӗ. Мана ҫӗлен сӑхса пӗтерчӗ, вӑл ман пӗтӗм ӳт-пӳ ҫийӗпе шуса каҫса кайрӗ. Вӑл чӑхсене такам хуллен кӑна ҫинҫе сассипӗ илӗртсе йыхӑрнине илтет те ҫатан карта леш енне кукленсе ларать… Вӑл вунпӗр ҫулта; кӗске пир кӗпепе, вӗҫӗсене чӗнтӗр тыттарнӑ шап-шурӑ йӗмпе ҫӳрекенскер, октавӑсене arpeggio урлӑ кӑна илме пултарать. Вӗсем халь яланах эпир икӗ эрнерен мӗн тӑвасси ҫинчен шутлаҫҫӗ. — Димитрий. — Апла мар, докторӑн мӗнле те пулин план пур. Ман шутпа, вӑл Бен Ганнпа курса калаҫма кайрӗ, — терӗм эпӗ. — Мӗн эсӗ — упранса юлать тетӗн-им? — Мӗнле Тришка вӑл? — тет Костя. Шӑллӗ ассӑн сывласа ярса ответлерӗ: — Пирӗн патра — йӗркесем хытӑ мар. — Мӗнле ача? — хӑраса ӳкрӗ Ольга… — Лантенак миҫери паллӑ мар. Лантенак пирӗншӗн ют ҫын. Ҫак куҫӑмӑн пуҫламӑш тата вӗҫлев тӗллевне никам та ӑнкараймасть. Хам арӑм пулма. Анчах, тӳррипе каласан, сирӗн валли те ӗҫ сахалах юлман-ха. Дубава ӑна калама памарӗ, алӑка шалтлаттарса хупрӗ те алӑк ҫумне тайӑнса тӑчӗ. Хӑйпе пӗрле запас шыв илесси те йывӑр марччӗ ӗнтӗ. Ҫав кун каҫхине Анна Васильевна хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗмре ларса макӑрма хатӗрленчӗ. Ҫынсем тапранса кайрӗҫ, ӗҫ акӑ мӗнре! Юн кӳлленчӗкӗ Шырама тухса кайнӑ ушкӑн питӗ сыхланса пынӑ. Лӑпкӑ та тирпейлӗ пурӑннипе эпӗ, паллах, икҫӗр ҫултан королевствӑри чи пуян ҫын пулса тӑраттӑм. Ӑҫтанне эпӗ епле пӗлем-ха? Ун хыҫҫӑн ытти ҫӗршывсем ҫав тери кичем пек туйӑнаҫҫӗ пулмалла! Хӗрне аллинчен тытса, вӑл хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те, пире Мими вӗрентнӗ пек «pas de Basques» тӑвас вырӑнне, ахаллӗн малалла чупса кайрӗ; кӗтессе ҫитсен, чарӑнчӗ, урисене сарчӗ, кӗлипе шаклаттарса илчӗ, ҫаврӑнчӗ те, сиккелесе, малалла чупрӗ. — Иккӗн, — тесе хучӗ сержант. Эндерсон, Гэндс тата эсӗ, Джордж Мерри. Масарӑн леш вӗҫӗнче хуллен калаҫнисем илтӗнчӗҫ. Ыранах тухса каяссине пӗлсен, Эленпа Мэри Грант питӗ хӗпӗртерӗҫ. Мӗнле-ха эпир ҫакна тӳрех шухӑшласа илеймен? Ӑна тытрӗҫ, каҫарчӗҫ, кайран чылай вӑхӑт пирӗн патра пурӑнчӗ… апла пулсан та, ӑна таркӑн Татьяна тетчӗҫ. — Атя киле, старик, — хирӗҫлеме ҫук сасӑпа хушрӗ карчӑк хӑй мӑшӑрне. Сасартӑк ачан пичӗ туртӑнса илнӗ, ача макӑрса янӑ. Картишӗнче ташӑсем пуҫланчӗҫ. — Манӑн шухӑш, — терӗ вӑл, — ҫапла: эпир Мельбурнран икҫӗр мильре тӑратпӑр, хӑрушлӑхӗ, чӑнах та пур пулсан, кӑнтӑралла кайсан та, е хӗвелтухӑҫнелле кайсан та пурпӗрех. Вӑл куҫӗсене пӗрремӗш хут ҫӳлелле ҫӗклерӗ те Шульговича курайманлӑхпа, ҫирӗп те чӑрсӑр сӑнпала — куна вӑл хӑй пичӗ ҫинче ҫапларах туйрӗ — сӑмси кӑкӗнченех тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ, ҫаках тата пӑхӑнса тӑракан пӗчӗк ҫынна хаяр начальникран уйӑрса пайланӑ тем пысӑкӑш пусмана туххӑмрах пӗтерсе тӑкнӑ пек те пулчӗ. Тепӗр хӗр те юрласа ячӗ: Иванӑм, ырханкка упаҫӑм, Иванӑм, шӑчӑ пек тӑрнаккайҫӑм… Ырӑ ӗмӗте ҫынна каласа панипе кӑна пурнӑҫлама йывӑррине нумай чухне ӑна пурнӑҫлама вуҫех май ҫуккине пӗлсе ҫитрӗм эпӗ. — Эсӗ мана ӑнланмарӑн. Кунта вара! пилӗк ача, вӑл пур — музыканта ыталать, мӗншӗн тесен вӑл хӗрлӗ туталлӑ! Ҫапла, кун ҫинчен эпӗ лӑпкӑн калаҫма пултараймастӑп. Тем тӗрлӗ вӑйлӑ мар ӗнтӗ, ҫапах та сан ӗҫесси тухать. Тархасшӑн, ан кӑшкӑрнӑ пул! Ку вӑл питех те романтикӑллӑ истори пулса тӑчӗ, анчах мӗскӗн Болла хӑй те яланах романтик пулнӑ. Унтан эпӗ ҫыран ҫумӗпе юхмасӑр тӑракан шыв тӑрӑх ишрӗм, вара утрав ҫине пӗр мыскарасӑр, никама тӗл пулмасӑр ҫитрӗмӗр. Сӑмах татӑклӑ. Яшка-ҫӑкӑр пӗҫернӗ те — хӑяккӑн кайнӑ ӳкнӗ. Эпӗ сана Диарбекирти «ҫӑтмахрах» пуль тесе шутлаттӑм-ха! — Пурне те ҫав ҫӳллӗ старик хушса тӑчӗ. — Пӗрремӗшӗнчен, Иван Яковлевич пек тӗлӗнмелле лайӑх ҫынран йӗрӗнесси пирки чи ҫӑмӑлттай ҫын ҫеҫ калаҫма пултарать, — ответлет Дмитрий, пуҫне йӑмӑкӗнчен тепӗр еннелле шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек тӑр-тӑр чӗтрентерсе, — иккӗмӗшӗнчен, эсӗ куҫу умӗнчи лайӑх япалана юриех курас марччӗ тесе тӑрӑшатӑн. Илемлӗ хӗрарӑмсем ҫинчен калас пулсан, вара заклад хурсах тавлашатӑп: Сабина ку аяккинче пурӑнакан хӗрсенчен унӑн хӗрӗ пуринчен те лайӑхрах. — Сӑнчӑрсем пирки эпӗ тӗрме начальникӗпе калаҫӑп, — терӗ вӑл. Лена чӗркуҫленчӗ те ту хушӑкӗ ҫине пӑхма пуҫларӗ. Турӑ тӳснӗ, пире те хушнӑ. Ҫунса пӗтекен пушар таврана аран-аран ҫутатать ӗнтӗ… Мана шыври пулӑ пек лайӑх, — эпӗ нихҫан та ҫак пӳлӗмрен, ҫак вырӑнтан каймӑттӑм. Вӗсен лагере хӑрушӑ вӑхӑтсенче сыхламалла пулнӑ, кунпа пӗрлех вӗсен индеецсем хӑйсен приказӗсене пурнӑҫланине асӑрхамалла пулнӑ. «Килмӗҫин, мӗне кирлӗ вӗсем сана, чиперккеҫӗм!» Савӑнӑҫлӑ-ҫке ҫакӑн пек ҫӗрте пурӑнма! Вӗсем жалоба парсан… е… Взвод тӑрӑх кулӑ кӑлтӑртатса кайрӗ. Вӑл манӑн пулать: Вӑл мана юратать! Сӑмах ытла пысӑках мар ӗҫ пирки пынӑ пулсан, Джемма, тен, килӗшнӗ те пулӗччӗ. Вӑл, картлашкасене ҫара урисемпе хӑвӑрттӑн таплаттарса, крыльца ҫинчен чупса анчӗ, тӑп чарӑнса тӑчӗ вӑльт ҫаврӑнса ҫамрӑк ҫын ҫине йӑлл! кулса пӑхрӗ те пӳрт кӗтесси хыҫне кайса пытанчӗ. Эпӗ тепӗр ҫыннӑн та ҫавӑн пекех пулни ҫинчен, унӑн ывӑлне, офицерне, вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех вӗлерни ҫинчен пӗлнӗ, — эпӗ кам ҫинчен каланине чухлатӑр ӗнтӗ. Татах та татах машинӑсем тӑвасшӑн фабрикӑсемпе машинӑсем туни — ухмахла япала! — Анчах Маколей хӑй пулсан… — калама пуҫланӑччӗ Кукшина. Вӗсенчен хӑшӗ те пулин вӑранса пӑртаклӑха ура ҫине ҫӗкленсе пӑхсан, ӑна ҫеҫенхир ялкӑшса тӑракан ӑмансемпе тулнӑ пекех туйӑннӑ. Картинӑсене лайӑх пӗлекенсем те, дилетантсем те пулманнипе вӗсем кашни картина умӗнчех чарӑна-чарӑна тӑмарӗҫ, хӑйсене ирӗксӗрлемерӗҫ: кӗтмен ҫӗртен вӗсене темле уҫӑ савӑнӑҫ ҫавӑрса илчӗ. Айӑпланаканӗ парик, кӑвак фрак, бантиклӑ туфли тӑхӑннӑскер (чӑлхи кунчи вара унӑн чӗркуҫҫи таранах), айӑпланакансен тенкелӗ ҫинче хуҫӑлнӑ кӑранташ вӗҫӗпе чӗрнине тасатса ларать… Ҫапла, океан патне ҫитме те вӑхӑт ӗнтӗ. Анчах Дик ку ҫулҫӳревӗн вӗҫне-хӗрне те курмарӗ. Тата мӗн чухлӗ ишмелле-ши? Анчах… Кунавинӑра ирсӗрлӗхпе асса хӑтланасси хыҫӗнче пӗр япала пурри сисӗнетчӗ, асса хӑтланассипе ирсӗрлӗх пулни выҫӑллӑ-тутӑллӑ, хӗн пурӑнӑҫпа йывӑр ӗҫрен килетчӗ. Вара ҫавӑнтах шлепкине урайне, диван айнелле ывӑтрӗ, вӑрӑммӑн анасласа илчӗ: — Ну, сывӑ пул, Митя! Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ татӑклӑнах кунта асамҫӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те пулма пултараймасть тесе шутларӑм. Говэн тӑчӗ. Акӑ вӑл, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинчен йывӑр япала пӑрахнӑ пек вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, малтанхи пекех пӗр евӗрлӗ сасӑпа иртнине, кирлӗ маррине чакаласа кӑларма тытӑнчӗ: — Эсир, Артамоновсем, мана та ӗненми турӑр. — Манӑн санран ыйтмалли пур. «Мӗн халиччен курманни пултӑр кунта? Мӗн ҫул тӑршшӗпех вӑл нимӗн те чӗнмесӗр пычӗ, манӑн ыйтусем ҫине татӑкӑн-татӑкӑн та кӑмӑлсӑррӑн ответ пачӗ. Вӑл юнашар пӳлӗмелле сӑнаса пӑхрӗ. Кӗлтӑвакансем хыҫӗнче сасартӑк ҫамрӑк та ҫирӗп сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Эпӗ каларӑм вӗт сире, монсеньор! Вӗсем пурте сирӗн куҫӑртан пӑхатчӗҫ вӗт-ха. Вланг кайса пӑхрӗ те площаде ӳкни ҫинчен пӗлтерчӗ, тек вара бомба ҫинчен калаҫу пулмарӗ. «Пусӑрах, ахалӗн колхозра аш-какай таврашне тутанса пӑхасси пулас ҫук!» — ҫакӑн пек вӑрттӑн усал сӑмахсем ҫӳреме тапратрӗҫ хуторта. Ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те вӑл, ҫыран хӗрринчен типӗ хӑмӑш касса, шӑлаварне хыврӗ, вара Хаджи Димитр вӑхӑтӗнче сурана мӗнле ҫумалли меслетпе хӑй суранне ҫума шут тытрӗ. — Лӑпланӑр, Том, — терӗ ӑна сиссе Элен. Чӗре ытлашши хытӑ тапнипе эпӗ ура ҫинче тӑма та пултараймарӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫуртсем Воропаевӑн хӑйсем тӗллӗн тенӗ пекех шӑта-шӑта тухаҫҫӗ. Ку хыр инҫетренех, тинӗсрен хӗвелтухӑҫ енчен те хӗвеланӑҫ енчен те курӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа та, ахальтен мар, ӑна Флинт хӑйӗн картти ҫине тинӗсре ҫӳренӗ чух пӑхмалли паллӑ вырӑнне туса хунӑ. — Апла пулсан, мӗншӗн вӗлертӗр эсир ӑна, э? Ҫапла ҫеҫ шухӑшларӑм эпӗ, урӑхла мар. Куҫ умӗнчех пӗтет йӗкӗт! Унта Гаев Давыд пырать, раскулачить тунӑ хыҫҫӑн «Христос ячӗпе таса чунлӑ урмӑш ҫын» пулса тӑнӑ чи пуҫтах ултавҫӑ Лапшинов ҫӳрет, ӗҫсем мӗнле пынине шӑршласа пӗлес шутпа, сайра хутран, Яков Лукич Островнов та пыркалать. Пӑвана хӑйӗн сасси ытла та кӑмӑла кайнӑ пек туйӑннӑ. Ҫав тери киревсӗр те йывӑр шӑршӑ, виле шӑрши сарӑлнӑ сывлӑшра. — Эпӗ уншӑн макӑрмашкӑн хатӗр, — тенӗ мисс Сетби. Эпӗ организаци членӗ иккенне пӗлетӗр вӗт эсир. — Ҫулӗсем аван, — сасартӑк каларӗ вӑл, кресло ҫинче ҫаврӑнкаласа та пӑркаланса. — Эсир, тархасшӑн, ан именӗр. «Кӑтартӑпӑр! — кӑшкӑрчӗҫ йӗкӗтсем. Морис пӗрмай малалла та малалла каякан юланут ҫинчен куҫне илмесӗр, сиккипе чуптарса пынӑ. Вунӑ пирусран мӑкӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм пӗлӗчӗ сӗт тӗслӗ мачча айӗнче, губисполком председателӗ ларакан пукан тӗлӗнче, ҫавӑрӑнса ҫӳрет. — Санӑн хӑвӑнтан кулас пулать… Давыдов, урисене ӑшӑтма хӑтланса, чӳречерен тытса чылайччен чупса пычӗ, унтан ҫуна ҫине сиксе ларчӗ те, тӗршӗнсе пынӑ ҫӗртех тӗлӗрсе кайрӗ. Ялан ирсӗрччӗ, намӑсчӗ, кичемччӗ. Пӗчӗк тӑваткӑл хут ҫинчен вӗсем ҫине чылай ҫула ҫитнӗ, кӑмӑллӑн кулакан, тӳп-тӳрӗ хул пуҫҫиллӗ, вӑкӑрӑнни пек платна мӑйлӑ ҫын пӑхать. — Ҫапла, сударь, эпӗ юрларӑм, манӑн Сенди шӑллӑм пӗрле рояль ҫинче вылярӗ. «Кулах, сударь, кулах. Аркадий Базаровӑн ученикӗ ҫине пӑхрӗ. Унӑн якатса хунӑ пӗчӗкҫӗ те кӑмӑла каякан сӑн-пичӗн калӑпӑшӗнче шикленчӗклӗх тата мӑкалӑх пурри палӑрать; пӗчӗкҫӗ те пусса кӗртсе лартнӑ евӗрлӗ куҫӗсем тинкерсе те канӑҫсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, куласса та вӑл канӑҫсӑррӑн, темӗнле кӗске те типӗ кулӑпа кулать. Амӑшӗ унӑн аллине ямасӑр кӗтсе тӑчӗ. — Хулана ҫавӑрса илнӗ, — терӗ Лось хыттӑн та ҫирӗппӗн, — тӳпе карапсен ҫутипе тулсах ларнӑ. Сеньорита калаҫма пӑрахнӑ. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле хӑтланасси мӗне кирлине вӑл ӑнланса илеймен. Лешсем ӑна хапӑл тусах кӗтсе илмерӗҫ, паллах. Вӗсем хӑйсем сисмесӗрех чунӗпе шалта шурӑ ҫынсене кураймаҫҫӗ, Уэлдон миссис тыткӑна лекнӗ хӗрарӑм иккенне пӗлсен те, ӑна нимӗн чухлӗ те хӗрхенмерӗҫ. Акӑ епле ӗҫсем пулаҫҫӗ, Давыдов юлташ! Пур ҫӗрте те хывнӑ чугун ҫулсене пула, Петербургран тухсан тӑваттӑмӗш кунне вӑл унта ҫитрӗ те ӗнтӗ. — Ҫапла, тапранма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Батӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл мар: шыв айӗнче тул енне тухакан шӑтӑка тупмалла, ун витӗр тухмалла, унтан шыв ҫине ҫӳле хӑпармалла. Эпӗ ӑна пурӗпӗр хамран култармастӑп. Рио-Бланкори рабочисен Пуэблори хӑйсемпе тӑван рабочисен пӑлхавне пулӑшас тӗлӗшпе тунӑ забастовки е, тӗрӗсрех каласан, локаучӗ. Ку урама урӑхла Жидовская теҫҫӗ, мӗншӗн тесен Варшавӑри жидсем пӗтӗмпе тенӗ пекех кунта пурӑнаҫҫӗ. Урамӗ вара картишӗнчи лупасайӗ пек. — Мӗн илсе килнӗ вара? — Пуринчен малтан ашшӗне, вӑл ӑна тунӑ; унтан ӑна ҫуратакан амӑшне; кайран ӑна пӑхса ӳстерекен вӗрентекене; унтан хӑй ӳснӗ хула аллине; кайран тӑван ҫӗршыв-амӑшне; унтан ӑру пуҫласа яракана, этемлӗхе. Апатланнӑ хыҫҫӑн хуҫа-лаша мана айккинелле илсе кайрӗ те, тӗрлӗ паллӑсем кӑтартса тата сӑмахсем каласа, ман валли нимӗнле апат та пулманнишӗн хӑй пӑшӑрханни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ ҫак таранчченех сӗлӗ илмесӗр пурӑнтӑм, анчах каярахпа вара сӗлӗрен ҫӑкӑр майне килекен апат тума май пурри ҫинчен чухласа пӗлтӗм. Сӗлӗрен пӗҫернӗ ҫӑкӑр евӗрлӗ япалана сӗтпе ҫисе, эпӗ ҫак ҫӗршывран хам пек ҫынсем пурӑнакан ҫӗршыва тухса кайиччен чиперех пурӑнма пултарасси ҫинчен тавҫӑрса илтӗм. Унтан герцог тепӗр пӗчӗк пӗлтерӳ кӑтартрӗ, уншӑн вӑл укҫа пӗртте илмен, мӗншӗн тесен ӑна пире валли пичетленӗ. Шӑплӑха чи малтан Ермолай пӑсрӗ. Кашни сехет иртмессерен вӑл хӑй ӑҫта пулнине тата вӑхӑта ытларах та ытларах туйми пула пуҫларӗ. Ҫавӑн пек кометӑсем тӗнче уҫлӑхне виҫме май ҫук шала кӗрсе каяҫҫӗ, ҫапах та унтан, Хӗвел туртӑмӗн хӑватлӑ вӑйне пӑхӑнса, каялла ҫаврӑнса килеҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ тупӑка кӑларчӗҫ, унӑн хупӑлчине уҫма тытӑнчӗҫ: кунта каллех тӗрткелешме пуҫларӗҫ, пурте маларах хӗсӗнсе тухса тупӑкне пӑхасшӑн, ну, нимӗн йӗркесӗр хӑтланаҫҫӗ. Тӗттӗмре ҫакнашкал тӗрткелешнӗ пирки пушшех хӑрушӑ пулса кайрӗ. Тоня ывӑннӑн кулса илчӗ. Большевиксен ӗҫӗпе парти ҫине епле пӑхни ҫинчен ыйтсан, Артём, вӑйлӑ слесарь, ӑна ҫапла каларӗ: — Эпӗ, Фёдор, парти таврашӗсене лайӑх ӑнланса ҫитейместӗп. — Пурпӗр ҫапӑҫатӑп! — тавӑрчӗ Федя шӑппӑн. Ман хыҫӑмра лаша ури сассисем илтӗнчӗҫ. Ҫук, чупас мар, атту вӑл выльӑх кайран мана хӑравҫӑ теме пултарать. Ҫитменнине тата унӑн кӑмӑлне Тугилов улпутне Прилучина тимӗрҫин хӗрӗ умне ӳксе пуҫҫаптарас романтикла вӑрттӑн шухӑш вӗчӗрхентерсе тӑнӑ. — Мӗншӗн-ха манран коммунист пулмасть? — кӳреннипе чӗтрекен сасӑпа ыйтрӗ Кондрат. — Пар кунта, пытарам! Мӗлкене ҫутӑран ытларах юратнӑ пек, тӗттӗмре юланутсем пыраҫҫӗ. Кунталла пӑхӑр! Пирӗнпе паллашни хӑйӗн ывӑлне мӗнле те пулин чыс кӳме е савӑнтарма пултарать тесе шухӑшлать пулсан, вӑл ку тӗлӗшпе хытӑ йӑнӑшать, мӗншӗн тесен эпир Иленькӑпа туслӑ пулман ҫеҫ мар, унран кулас шутпа кӑна сӑмах хушнӑ. Тихон ҫаплах мӑкӑртатрӗ: — Пур Каинсен те пӗтмелли ҫитрӗ. — Ну, Том Сойер, санӑн пуҫу унччен те лайӑх ӗҫлетчӗ те, халь пушшех лайӑх ӗҫлет. Ҫынсене пӑтратакан! — Индеец-поюхсен ҫулпуҫӗ, икӗ чӗлхеллӗ те икӗ чӗреллӗ ҫын. — Ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ пирӗн партин политики! Анчах хулана ҫапах та илнӗ, поляксен ҫӗмӗрӗлнӗ ҫарӗсен юлашкийӗсем тарнӑ. Эпӗ уҫӑ алӑк патӗнчен иртрӗм, пӑхатӑп — хӑна пӳлӗмӗнче, вилӗ Питерсӑр пуҫне, никам та ҫук, эпӗ малалла утрӑм, анчах аслӑ алӑк хупӑ, ҫӑраҫҫине кӑларса илнӗ. Вӑрӑм коридорӑн таҫти вӗҫӗнче ача-пӑча сасси илтӗнет. Венера чӑн та питӗ илемлӗ. Ӗнер вӑйкӑртса илтӗм, паян каллех банк тытатӑп. — Эсир мана хӑтарасшӑн вара? Хамӑр тума шутланине турӑмӑр. Фелим каласа кӑтартни пӗтӗм ӗҫе аркатса янӑ. Корпус командирӗ пек ҫитме ҫукла пысӑк тӳпеллӗ ҫыннӑн ҫилли сасартӑк офицера та, салтака та пӗр йывӑрӑшпах пусарса лартрӗ тейӗн, вӗсен хушшинчи уйрӑмлӑхсене пӗтерсе, аркатса ывӑтрӗ те пӗтӗмпех тикӗслерӗ тата пурне те пӗрешкел хӑравҫӑллӑ, ҫӗтсе ҫухалмалла та мӗскӗнчӗкле туса хучӗ. Итле. Урӑх нимӗнле те мар — хатӗр проектпа тухса тӑрасшӑн пулчӗ вӑл Джемма умне. — Ӳссе ҫитмесӗр ҫук-ха. «Мӗншӗн пырасшӑн мар вара эсир?» ыйтрӗ вӑл ӑшчикӗ тулнӑ май, кун пекки унӑн сайра-хутра ҫеҫ пулкалатчӗ, унӑн пуҫӗ ҫине ҫунакан хут хунӑ чухне те ҫиленнине ытла сайра кӑтартатчӗ вӑл, судьяпа городничий вара хӑш чух унпа ҫавӑн пек туса ашкӑнма юрататчӗҫ. Блиндажа кӗнӗ ҫӗре уртса янӑ плащ-палатка хыҫӗнче темле сасӑ тата юр кӑчӑртатни илтӗнсе кайрӗ. — Чӑнах, сирӗн преосвященство. Виҫӗмкун полковник ӑна, — сержант Пӑван ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ, — эсӗ пӗр ыйту ҫине ответ пама килӗшсен, эпӗ чӗнсене салтма хушӑп, тенине илтрӗм. Часах ҫыпӑҫтарса лартать. Гапкӑн ачисем пур та, вӗсем тӑтӑшах картиш тӑрӑх чупкалаҫҫӗ. Египет рынокне эпир, тӑшман вучӗ айӗнче тенӗ пекех, таварсемпе тултарса лартрӑмӑр. Танкӗ силленсе илчӗ те тӗтӗм ӑшне путрӗ, анчах вӑл тата хытӑрах уласа ярса, малалла сикрӗ те чанкӑртатса, сулахай енчи гусениципе Андрей окопӗ ҫинелле пырса кӗчӗ, унтан, тӑрук сылтӑмалла ҫаврӑнса илсе, окопа тӑпра тата вак туратсем тултарса хучӗ. Ҫакнашкал хатӗрленӳ пынине хулара мӗнпурӗ те пилӗк большевик кӑна пӗлнӗ. — 1812 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче манӑн Вильнӑна васкаса каймалла пулчӗ, унта пирӗн полк тӑратчӗ, — тенӗ Бурмин. Госпожа Зельцер, сербка, Халӑх оперинчи купӑсҫӑ арӑмӗ, тӑлмач вырӑнӗнче. Армин вӑйлатмалли ушкӑнӗнчи икӗ медицина сестри те ӗҫлеме тытӑнчӗҫ; вӗсене Фрося шыраса тупнӑ мӗн. Вӑл кӗмӗл кашӑкпа тарелкӑран хӑмла ҫырлипе сӗт сыпса, хулӑм тутисене чаплаттарса тутлӑн ҫӑтса ларатчӗ, кашни сыпмассеренех хӑйӗн кушак аҫи уссийӗсем пек уссисем ҫинчен шурӑ сӗт тумламӗсене вӗрсе ӳкеретчӗ. Маншӑн ҫав тери кирлӗ пек туйӑннӑ япалашӑн вӑл пӗртте пӑшӑрханманни мана та лӑплантарчӗ, вара эпӗ, сулахай алла тӑхӑннӑ юрӑхсӑр перчетке ҫинчен манса, хӑна пӳлӗмне васкарӑм. — Кун йӗрки мӗнле? Лавҫӑ пир кӗпе ҫухи витӗр курӑнакан ҫӑмлӑ кӑкӑрне хыҫса илчӗ те, йӗрке ятне тума тенӗ пек, тӗпри лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа ҫапрӗ. Пӗр Найденов ҫеҫ, тен, ӗненӗ те хисеплеме пуҫлӗ. «Тӑван» тенӗ сӑмах ӑна пӑлхантарса ячӗ, вара вӑл пӗчӗкҫӗ туземеца пӗтӗм чӗререн тытса чуптурӗ. Икӗ ачана туслӑ тӑвас тесен, ҫакӑнтан ытла нимӗн те кирлӗ мар. — Мӗнех вара! — тӗлӗнчӗ Дик. Йыттӑм!.. Никам та пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Унтан Монтанелли чӗркуҫленсе ларчӗ те пуҫне Пӑван кӑкӑрӗ ҫине усса антарчӗ. Чи малтанах Ковалев, ҫак ухмах тӗлӗнсе ан тӑтӑр тесе, ӗнер ҫеҫ сӑмса пулнӑ вырӑна тутӑрӗпе хупласа хучӗ. — Чӑнах та-ши, — тетӗп эпӗ, — манӑн ҫӗр ҫинчи пӗртен пӗр тивлетӗм те ҫын ӗмӗтне татасси кӑна-ши? — тетӗп. — Хӑвӑн пӗрремӗш бригадуна кама паратӑн? — ыйтрӗ Воропаев, ҫӗркаҫхи ӗҫсене пула, Огарнов халӗ аслӑ руководителех пулса тӑнине кура. Хӑйӗн ҫак ыйтӑвӗпе вӑл ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнӑшӑн хӗпӗртенине пӗлтерчӗ. — Хам вырӑна арӑма лартрӑм-ха эпӗ, эсир ӑна пӗлетӗр… Камсем эсир? Давыдов нумайранпа шкула кӗрсе курман, ҫавӑнпа та халӗ ӑна класс алӑкӗ умӗнче хӗвелпе шупкалнӑ кепкине чӑмӑртаса тӑраканскере, темле, хӑй те ӑнланман туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Ҫавна пула рота командирӗсем виҫерен тухсах ахӑрашаҫҫӗ: «Иванов, кӳлепӳне маларах пар! — Н-ну! Марсӑн карттине Скиапарелли тӗплӗн ӳкерсе кӑтартнӑ пек унран малтан пӗр астроном та тума пултарайман. Ерофей Кузьмич Макарихӑн хӑлхи патӗнчех урмӑшрах сасӑпа пӑшӑлтатса илчӗ: — Уҫӑп пӗтрӗ, тӑхлачӑ, — терӗ вӑл. — Апла пулсан та юрать, эпир пурте Италишӗн йӗрсе-хуйхӑрса кӑна ларсан пит те аванах мар пулӗччӗ. Вӑл темшӗн ӑна чарма тӑрӑшрӗ, унӑн Людмилӑна уйрӑмах савса ачашласси килчӗ, Егор ҫинчен юратупа хурлӑх ҫуратакан ӑшӑ сӑмахсем калас килчӗ. Вӑл, урисене арҫын пек сарса, сак ҫинче ларать, ҫавра чӗркуҫҫисем ҫинче юбки ҫӑт выртать, хӑй, хӗвелҫаврӑнӑш ката-ката, лӑпкӑн кулать. Сирӗнтен кашниех хӑйне валли вывод тутӑр. Пӗр хӑйне валли ҫеҫ. Пӗтӗм йӑлӑма ӗнтрӗк карса илчӗ. Чӑнах, ҫавӑн пек уҫҫӑн калаҫни мана пите килӗшрӗ! Юратнӑ чунӑн уйрӑмлӑхӗсем пирки шухӑшлама тытӑнсан, иртнӗ кунсем ҫинчен шутсӑр нумай асаилӳсем килсе тухаҫҫӗ те, вара вӗсем витӗр, куҫҫуль витӗр пӑхнӑ пек, ҫак уйрӑмлӑхсене лайӑххӑн курма та ҫук. Тимӗр кӑвак лаши мана хӑйпе юнашар тӑма хушрӗ, хӑйӗн тусӗпе вӑл ман ҫинчен чылайччен калаҫрӗ. Вӗсем хам ҫинчен калаҫнине эпӗ хӑнана килнӗ лаши час-часах хам ҫине ҫаврӑнса пӑхнинчен, вӗсем «еху» сӑмаха нумай хут каланинчен пӗлтӗм. Иккӗмӗш хут шаккарӗҫ. Артур чӗтресе илчӗ те вӑранса кайрӗ. Таля калать: «Аттен тумтиррине тӑхӑнатӑп та атте патне пырса таратӑп, хӑваласа ярса пӑхтӑр вара мана», — тет. Апат вӑраха тӑсӑлнипе, эпир чутах кая юлаттӑмӑр. — Хумастӑп-им вара, хуратӑп, — кӑмӑлсӑрланчӗ Женя. Хулара ун пек япаласем сайра-хутра кӑна пулкалаҫҫӗ, ҫавӑнпа укҫасӑр пӑхма май пуррине никамӑн та сиктерсе хӑварасси килмест. — Тепӗр тесен, эсир унран ман ҫинчен ыйтса пӗлме пултаратӑр… — Ҫапла тӑвасшӑн та эпӗ. Ӗҫӗ унта — чӑпӑркка вӗҫне ҫых та сулла! — Ҫапах та, каясшӑнах эппин? Халӗ ӗнтӗ вӑл: тӑрӑшнисем ахалех пулас ҫук, эпӗ интереслӗ япаласем пӗлеп тесе пит хытӑ шанса тӑнӑ. — Ну-с! — терӗ Николай Антоныч. — Петруша начальникӗ патне ҫыратӑп, терӗн-ҫке? — Тӗрӗс, Гек. Бухта урлӑ каҫмалли мӑн кӗпер патне ҫитнӗ чух ҫӗрле пулма пуҫларӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче сӗтелсем пӗҫерсе те ӑшаласа тултарнӑ аш-какайпа йӑтӑнса лараҫҫӗ. Пӗри — дискантӑн — сасси ҫухалнӑ; вӑл нимӗн те каламасть, ҫавӑнпа, ун патне черет ҫитсен, пӗтӗм музыка тытӑнкӑллӑн, уксахласа, такӑна-такӑна каланӑ пек нӑрлатать. — Мӗн каларӑн-ха эппин эсӗ? Рита аллине гимнастёрка кӗсъине чикрӗ те ҫутӑ браунинг туртса кӑларчӗ. Тур сывлӑх патӑр… Старик-пассажир палуба ҫинчен ниҫта та пӑрӑнмарӗ. Сасартӑк чирлесе ӳксен е тата мӗн те пулин урӑх… Вӑл качча кайни пилӗк ҫул ӗнтӗ… — Ҫак кунсенчех е… пачах та тытӑнмастпӑр. Никам тӗкӗнмен котелок ҫинелле пӑхса, Нургалей хӑй ҫырлахманнине пӗлтерчӗ: — Эх, Петра, кунта чӑх-чип янӑ пулсанччӗ! — терӗ вӑл. Анчах хӗрарӑм сасартӑк Тельмарш ҫине пӑхрӗ те ҫилленсе:— Манӑн ачасем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ухтарни ӑна пӑшӑрхантарман: вӑл вӑрттӑн ҫырусене кирек хӑҫан та ҫунтарса янӑ, халӗ ӗнтӗ ҫурма революциллӗ, ҫурма тӗшмӗшлӗ темиҫе сӑвӑсӑр, тата «Ҫамрӑк Итали» хаҫатӑн ик-виҫӗ номерӗсӗр пуҫне жандармсем урӑх нимӗн те тупса савӑнма пултарайман. Анчах кӑлӑхах пӑшӑрханатӑр: эпӗ кӑшт ҫемҫелтӗм ҫеҫ. Халӑх! Ҫинҫе хулӑ чӑш! тесе шӑхӑрни илтӗнчӗ сывлӑшра. Хӑрушлӑхран тарса хӑтӑлма май ҫук темелле. — Сылтӑмалла каймалла, — тенӗ вӑл лашана ҫавӑрса. Сасси хӑйӗн хаяртарах та хыттӑнтарах тухнӑ. Вӑл вара манран хӑй ыйтать: «Андрюша, туршӑн та пулин кала-ха: чӗрӗ-и эпӗ е ҫук-и? Сасси хӑйӗн ачаш та ҫинҫе, старикӗн чӑнах та чунӗ тухать тейӗн… Пирӗн таверна иккӗ ҫеҫ вӗт-ха, ҫавӑнпа та ӑна тӗрӗслесе тухма та йывӑрах мар. Эпӗ укҫа ҫинчен каламарӑм. Садран гостинӑя кӗмелли терраса ҫинче ура сасси илтӗнсен, пурте ҫав еннелле тинкерчӗҫ. Огнянов тӗттӗме хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна сасартӑк пӗр ҫутӑ курӑнса кайрӗ, ҫути ытла ҫутах та мар, йӑлтӑртатса ҫунмасть. Чиркӗвӗн аялти чӳречинчен тулалла сӑрхӑнса тухать иккен ҫав ҫутӑ. Пар мана атте чӗлӗмне… — мӑкӑртатрӗ Павел, чӗлхине аран ҫавӑркаласа. Мӗн, чӑн-чӑн хӗрӳлӗхе тӳсме ӑсӑр чӑтаймасть-им? тейӗҫ. — Пӑх-ха эсӗ ӑна, калама ҫеҫ ҫӑмӑл. Ҫавӑнпа та вӑл вырӑсла лайӑх калаҫать. Ҫӗр ҫуллӑхсем иртеҫҫӗ, ӗмӗрхи хула ҫийӗн куҫса ҫӳрекен халӑхсем хура пӗлӗтле каллех йӑтӑна-йӑтӑна анаҫҫӗ. Илӗр ак, хӑвӑр хӑнана пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерӗр. Ывӑнса ҫитнӗскер, шӑнса кайнӑскер, вӑл юр кӗрпи ҫунӑ шурӑ сукмакпа аран утрӗ. Вӗсем хушшинче те ҫакнашкал калаҫусемех пуҫланса кайрӗҫ. — Халь ӗнтӗ ман куҫ умӗнчен кай! — Санӑн упӑшку ӑҫтисем? — тесе ыйтрӗ унран Ермолай хытӑрах. Эпӗ пӗчченҫӗ тата юлашки вӑхӑтра тӗлӗнмеллипех хастарлантӑм, — ҫакна никам та асӑрхаманнишӗн питӗ кӳренетӗп. Ҫук. — Авалхи йӑлапа, — терӗ Аэлита ҫирӗппӗн, — арҫынна улла юррине юрласа панӑ хӗрарӑм унӑн арӑмӗ пулса тӑрать. Помяловӑн хӗрӗх ҫула ҫитнӗ, анчах ҫамрӑккӑн курӑнакан ҫаврака, мӑн кӑкӑрлӑ, виҫҫӗмӗш хут упӑшкасӑр юлнӑ хулара хӑйӗн намӑссӑр пурнӑҫӗпе пӗрремӗш вырӑнта тӑракан хӗрӗ питӗ лайӑх, ҫӑра сасӑпа юрланӑ. Петр Артамонов ҫав хӗрарӑм Натальйӑна ҫурма сасӑпа калаҫса канаш панине илтрӗ: — Санӑн, кума, хӑвӑн упӑшкуна вӑрҫа ярас пулать, вӑл санӑн хӑрамалла сӑнлӑ, ӑна курсан тӑшмансем тарӗҫ. Ольӑпа ҫырусемпе ҫыхӑнса тӑни Алексее савӑнтармарӗ. Эпӗ чӑн каланине эсир часах куратӑр акӑ. Анчах вӑл сасартӑк чарӑнчӗ, ҫул ҫине пӗшкӗнсе пӑхрӗ те кукленсе ларчӗ. Санин ун ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те сасартӑк кулса ячӗ. Ҫак вӗлерес патне ҫитерекен халсӑрлӑх, тинӗс ҫыраннелле хӑпарса пыракан шыв евӗрлех, хӑпара-хӑпара пырса унӑн ӑс-тӑнне ҫывратса ячӗ. Вара хӗрарӑм хӑйӗн аллисене унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хунӑ та, йӑпатуллӑ сасӑпа пӑшӑлтатса, ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫине хуллен ҫеҫ туртса илнӗ: — Юрӗ-ҫке, ан вӑтан… унсӑрӑн пулмасть ӗнтӗ вӑл… эх, маттурӑм… — Эсир айӑпланакана тӳрре кӑларассишӗн сасӑлатӑр-и? — Чимӗр-ха, эп пӗлтӗм: эсӗ халь Тодоркина Милкӑн хӗрелнӗ питне куратӑн, — терӗ Димчо пуп. Унтан эпӗ капитанран: эпир тип ҫӗртен инҫе-ши? — тесе ыйтрӑм. — Маншӑн пулсан — лайӑхрах… — тепӗр хут каланӑ хӗрарӑм типпӗн, ҫирӗппӗн. Эпӗ Энск ҫинчен, йӑмӑкӑмпа Даша инке ҫинчен, вӗсем патне ҫӳлтен татӑлса аннӑ пекех пырса кӗресси, вӗсем мана мӗнле палласа илесси ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑп. Мӗнле ухӑ кирлӗ-ши кунта? Палламан ҫын урӑхла пикенчӗ. Нагульнов хӑй те тунмасть. — Сӑмахсем — шӑнасем вӗсем, эх! Лукашка шарламарӗ, вӑл хӗре чуптурӗ ҫеҫ. Вара хӗр текех ыйтмарӗ. Вӑл ӗҫе пӑхса тухассине тепӗр куна хӑварма кирлӗ тесе шутлать; ҫавна вӑл пит кирлӗ свидетель Зеб Стумп ҫуккипе, вӑл хӑй сӑмахне каламаннине ҫирӗплетет. Ҫак мӗнпур калаҫу вӑхӑта вунпилӗк минут ытлашшипех ирттерчӗ те Талькав шалтах тӗлӗнсе кайрӗ. — Нимӗҫӗ пирӗн ҫӗр тӑрӑх пырать вӗт-ха, пирӗн килсене аркатать… Хам кӗнӗ хыҫҫӑн пӳлӗм алӑкне хупрӑм, ҫурта ҫутрӑм та вырӑн ҫине выртрӑм; ыйхӑм кӑна ку яхӑнта яланхинчен те ытларах кӗттерчӗ. Булгаков, пӗччен юлсан, юнашар пӳлӗме кӗчӗ те; тӳшек ҫине шинелне сарса, ҫывӑрма выртрӗ. Курск патӗнчи ҫапӑҫӑвӑн участокӗсенчен пӗринче, икӗ сехет хушши пынӑ артподготовка хыҫҫӑн, танковӑй арми, нимӗҫсен оборонине татса, хӑйӗн пӗтӗм вӑйӗсемпе прорыва кӗнӗ, наступлени тума тытӑннӑ совет ҫарӗсем валли ҫул тасатнӑ. Ӑна вӗттӗн ватса шывпа ӗҫсен, пите хӗрлӗ тӗс ҫапать, вар-хырӑма лӑплантарать, чуна хаваслӑх кӗртет. «Хӑтланса кана пӑхӑр! Куҫса килнӗ ҫынсен ӗҫне ертсе пыраканнисем те ҫук, хӑйсен ӗҫне йӗркелесе, тӗрлӗрен тавлашусене татса паракан власть та ҫук. Ӑнсӑртран персе янӑ пӑшал сасси янӑраса каять. Джемма куҫне ҫӗклесе пӑхсан, Пӑван савӑннипе йӑл кулса ячӗ. Макар хӑй пӳлӗмӗнче, чечек чӳлмекӗ ҫумне аран-аран вырнаҫтарнӑ тӗкӗр ванчӑкӗ умне пӗкӗрӗлсе ларнӑ та сухал хырать. Вӑл ачасем патӗнчех тӑрать, ачасем ӑна алӑпа тӗртме те пултарнӑ пулӗччӗҫ. — Нимӗҫ вӑл, Драндебур нимӗҫӗ пулмалла. Иван Иваныч мӑйне тӑснӑ та, йӗри-тавра пуҫ тайса, урине шӑлса илнӗ. Анчах вӑл та, Робенок та пӳрт тӑрри ҫинче ҫукчӗ ӗнтӗ; эпӗ пит кукӑр-макӑрлӑ картишӗнче вӗсене шыраса ҫӳренӗ хушӑра урамра шӑй-шай тесе ҫухӑрни илтӗне пуҫларӗ, ун пекки унта яланах пулкалатчӗ. Трибунал ларӑвӗнчен таврӑнсан, эпӗ ҫав ҫырса хунӑ тетрадьсене пӑхса тухрӑм та, Алексей Мересьев ҫинчен тӗплӗн, тӗрӗссӗн каласа парас тесе, ҫӗнӗрен ӗҫлеме лартӑм. — Анчах эпӗ вӗсене курмастӑп. Вӑл, маччаналла пӑхса, шухӑша кайрӗ. «Акӑ, итлӗр, — терӗ вӑл юлашкинчен, — мӗн шухӑшласа кӑлартӑм эпӗ. «Ӑҫта?» — Хӑех-ши вара? Ун чух вара икӗ ҫынна асаплантарса вӗлернӗшӗн хирӗҫ тавӑрмалла пулать. — Мӗн, ман ҫинчен калаҫса чӗлхӗрсене хыҫас тетӗр-им эсир? Халь ӗнтӗ вӑл текех тӗмсем ҫине улӑхса, юханшывсем урлӑ каҫа-каҫа утмарӗ; халь ӗнтӗ вӑл нимӗн шухӑшламасӑрах пӗр анлӑ та пушӑ айлӑм тӑрӑх юхса выртан шарлак шыва май утрӗ. Ҫил-тӑвӑл чарӑннӑ иккен. Хӗвел йӑлкӑшса тӑрать. Туттине пӑчӑртса вӑл пуҫне сулкаларӗ. Лима, ав, ҫавӑнта, ҫурҫӗрте! Пӗррехинче, ыйхӑ килмен, ҫил-тӑман ӳлесе тӑракан каҫхине, Артамонов, хӑйӗн чӗринчи йывӑрлӑха текех чӑтса пурӑнма пултарайманнине туйса, арӑмне вӑратрӗ те ӑна Никонов ачи чӑннипе мӗнле вилни ҫинчен каласа пачӗ. «Опека…» — тенӗ сӑмаха ҫеҫ илтнӗ Фома. — Кӑшт лар-ха ывӑлӑм, — терӗ вӑл юлашкинчен. Акӑ, эпӗ сирӗн хушӑрта пурӑнатӑп, тепӗр чух ҫӗрле ӗлӗкхине аса илетӗп, — урасемпе таптаса лапчӑтса лартнӑ вӑйӑма, ним чухлайми туса хунӑ ҫамрӑк чӗреме аса илетӗп те, хама хам хӗрхенетӗп! Агесилай илочӗ пире валли шӳрпе хатӗрлесе пачӗ, анчах эпӗ ӑна пӗр кашӑкран ытла ҫиме пултараймарӑм. А мӑнӑн Ганка, ачаранпах лӑпкӑ пулнӑскер, халь акӑ делегаткӑна кӗрсе кайрӗ. Хӗрарӑмсен асли пекки темелле-и ӗнтӗ ӑна. Вӗсем иккӗш те кравать ҫинчен сиксе тӑчӗҫ те ухмахла вылянчӑк кулӑпа Ромашова хӑвалама тапратрӗҫ. Ак ҫапла каласан та ытлашши пулас ҫук: ӗҫ мар вӑл, сиенлӗ ӑҫтиҫук анчах. Мазурка янӑрама пуҫласан, хӑйӗн дами ҫумне ларса сӑмах хушма хатӗрленнӗ чухне Аркадий кӑштах именчӗ, сӑмах тупайманнипе ҫӳҫӗсене кӑна сӑтӑркаласа илчӗ. Сирӗн туйӑмсене ырлас вырӑнне ман сире ҫӑкана сӗвсе илнӗ пек сӗвмелле-и? Ун пек тума вӗренмен эпӗ. — Хатӗр-и? — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл мана. Асӑрханмасӑр-тумасӑр тенӗ пек, судья ҫав меслетпе усӑ курма тытӑннӑ пулсан, унӑн шухӑшӗсем хӑш еннелле пӑрӑнасси йӑлтах хӑйӗнчен, хӑй мӗн таран малалла курма пултарнинчен (час-часах инҫетрине курсах каймасть тата вӑл), этемӗн вӑйсӑр ӑс-хакӑлӗнчен килнӗ пулӗччӗ. Аннӳне хисеплемелли ҫинчен турӑ кӗнекисенче ҫырнӑ, Иван Иваныч вара — сана ыр тӑваканӗ, аҫу вырӑнӗнчех вӑл. Элен ӑна Паганель паллӑ географ пулни ҫинчен, географипе профессора тухни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Пӗр ҫурӑк гимнастёркӑллӑ ҫӳлӗ йӗкӗте, кӑкӑрне бинтпа ҫыхса лартнӑскере, икӗ юлташӗ хулӗсенчен тытнӑ та ҫавӑтса пыраҫҫӗ, лешӗ каялла туртӑнкаласа илет, вӗҫерӗнме хӑтланать, хӑрӑлтатакан сассипе кӑшкӑра-кӑшкӑра илет: — Э-э, йӗрӗнчӗк йытӑ амисем, пирӗн хыҫа пытанса пыратӑр-и? Хӑратӑр-и? Пирӗн сире хамӑр ӳтсемпе хӳтӗлемелле-и? Нихҫан та пулас ҫук вӑл! Ан ҫыхланӑр! Ҫак вырӑнтах вӗлерӗр мана! Каймастӑп! Тем тусан та! Взводри боецсен чӗрисене вут хыпса илчӗ. Вара вӗсем пурте, чӑтма ҫук хаярланса, танксем хыҫҫӑн малалла ыткӑнчӗҫ те уй-хир тӑрӑх хӑватлӑ сасӑ янӑраса кайрӗ: — У-р-р-ра-а-а-аа!.. — «Манӑн комендант патне кайса килмелле те, Печорин килсенех мана чӗнтерме пӗр-пӗр ҫынна ярӑр-ха, тархасшӑн», — терӗ вӑл мана. Вут хыпса илнӗ чух эпӗ килте пулнӑ, ҫынсем пурте пӗлеҫҫӗ… Куприяновна ӑна хирӗҫ ним те чӗнмерӗ. Николая сӑнаса ларса, амӑшӗ вӑл хӑйӗн типтерлӗ хваттерӗнче те асӑрханса утса ҫӳренине, хӑйӗн таврашӗнчи пур япалашӑн та ют пек курчӗ. — Анчах сирӗн хӑнӑрсем пулса тӑриччен, Гаррис мистер, эпир сире хамӑр пата хӑнана чӗнесшӗн, — терӗ Уэлдон миссис. Вӑл лаша ҫинчеччӗ, питӗ вӑйлӑ ӗшеннӗрен пулас, курпунланса, тӗшӗрӗлсерех ларнӑччӗ, анчах ӑслӑ, хӗсерех хунӑ тӑртанчӑк куҫӗсем ылттӑн куҫлӑх витӗр чӗррӗн те йӗкӗлтенӗнрех пӑхаҫҫӗ. — Тӑхтӑр, эсир унпала курӑр-ха ман чӗрнесене. Сасартӑк чӳрече тӗлӗпе пирӗн вӗрентекенӗн тӗссӗр урисем вӗлтлетсе иртрӗҫ; эпир эрехе сӗтел айне пытарма аран ӗлкӗртӗмӗр ҫеҫ — вӑл пирӗн хушша пырса кӗчӗ те, Чернышевский ӑслӑ вывочӗсене ӑнлантарасси пуҫланчӗ. Малтан хӗрӗ механика техникумне вӗренме кайнӑ. А эсӗ, Микулай мучи, вӑрӑсене лайӑхрах сыхла, ҫеҫен хир тӑрӑх юрату шыракансене мар. Виҫӗ ачана ҫӑлас тесе. — Ун ӗҫне малалла яракансем: Охеда, унпа пӗрлех ҫӳренӗскер, Винсет Пинсон, Америго Веспуччи, Мендоса, Бастидас, Кабраль, Солис, Бальбоа. Каҫхи апат хыҫҫӑн атте виски кӗленчине илчӗ, кунта икӗ хут ӗҫсе ӳсӗрӗлмелӗх, пӗрре ӑсран тухмалӑх ҫитет терӗ. — Паллӑраххӑн калама пултараймастӑп. — Кунтисем-и вӑл? Анчах Теткӑна кичем, хурлӑхлӑ пулнӑ тата макӑрас килнӗ. Юлашкинчен, Леноре фрау хӑех Джемма хӑйне ытла та яланхи пек тыткаламаннине асӑрхарӗ те, пӗр-икӗ хут: мӗн пулчӗ сана? — тесе ыйтрӗ. Хӑмӑш хушшипе пырса, вӗсем ҫапӑпа тӗрлӗ хытхура купаласа хунӑ вырӑн патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Пӳртре кӗтӳҫӗсем пурӑнаҫҫӗ, кунта вӗсем хӗллехи вӑхӑтра та выльӑх пӑхаҫҫӗ. Ҫак кӗтӳҫсен пӳртӗнчен халь савӑнӑҫлӑ тӗтӗм тухса тӑрать. Вӑл каллех ненецла калаҫма тытӑнчӗ, эпӗ вара ыйхӑ тӗлӗшпе, Ледкова кам пенине ненецсем пӗлмеҫҫӗ-и тесе ыйтнине ӑнланса илтӗм. Пӗчӗк ушкӑн ӗнтӗ халь хӗҫпӑшалланчӗ, кӗтмен ҫӗртен хӑй ҫине тапӑнма шутланӑ индеецсене хирӗҫ тӑма пултарать. — Эсӗ кама ҫылӑха кӗртетӗн, Сидорович? — тӳрех ыйтрӗ вӑл, Шалые хӗрелсе тӑракан хура, вӑкӑрӑнни майлӑрах куҫӗнчен пӑхса. Амӑшӗпе Софья кутамккисене салтма тытӑнчӗҫ. — Эпӗ вилме шутланӑ; вӑл пулма пултарайман: эпӗ хамӑн асаплӑх савӑтне типӗтеймен-ха, сисетӗп халӗ, манӑн тата нумай пурӑнмалла. «Тепӗр тесен, ҫурӑлмасть те-и тен-ха», — шухӑшласа илчӗ те вӑл, мӗн пулать килет тесех, куҫне уҫма тӑчӗ. Нимӗҫсем хуҫа пулса тӑнӑ вырӑнсемпе иртсе пынӑ чух вӑл тӑван ҫӗршыва ҫав тери пысӑк хуйхӑ килсе кӗнине пӗтӗм чӗрипе ӑнланса илнӗ. Ҫав ирсӗр Гаер ӑна пӗр черкке тип ҫу тӑкса янӑшӑн вӗлересле хӗнесе ҫӗмӗрнине лайӑх астӑватӑп-ха эпӗ. Кивӗ вӑл, вараланчӑк, анчах — ҫемҫе, ҫӑмӑл. — Ку пирӗн укҫапа шутласан, пӗр 15 пине яхӑн ассигнацисемпе пулать… Мӗн пӗлетӗп эпӗ? Пӗр-пӗр пысӑк ӗҫ пирки куҫа-куҫӑн эпир Володьӑпа хутран-ситрен кӑна калаҫатпӑр, калаҫмалла пулса тухсан вара иксӗмӗр те пӗр-пӗринчен именетпӗр, Володя калашле, пирӗн куҫсенче арҫын ачасем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ; анчах халь, ман куҫра именӳ палӑрсан, вӑл ман ҫине тинкерсе тата шухӑшлӑн пӑхса; Боцман пулнӑ ҫын кают-компанине килсе кӗчӗ. Эсӗ каятӑн та, сан хыҫҫӑн мӗн пуррине йӑлтах пӑрахса хӑварса ыттисем пыраҫҫӗ… — Пӑрахмасӑр, — терӗ пуриншӗн те Гленарван. Эсӗ ак ҫакӑнта лар, — терӗ вӑл. Малтан — Мускава, унта вара шутласа пӑхӑпӑр… Вӑл ҫапла сӑнлӑ пулнине пурте хӑнӑхнӑ, анчах халӗ вӑл темӗнле витӗртереххӗн курӑнать, кунсӑр пуҫне… суккӑр манаха ҫав тери аса илтерет. Лешсемшӗн те, кусемшӗн те вӑл ытлашши ҫемҫе пулнӑ. Кунтах капитан та, поручик те, Онисим Михайлович фельдфебель те. Ҫаксем пурте ротӑсене пурӑнма хушнӑ станица вырнаҫнӑ. Ҫапла вара ротӑсем ют ҫӗрте мар, хӑйсен килӗнче ӗнтӗ. Пирӗн планетӑри чи шӑрӑх вӑхӑта Меркурий ҫинчи шӑрӑхпа танлаштарсан, вӑл, Ҫӗр ҫинчи шӑрӑх, ытарма ҫук ырӑ сулхӑн-ха. Вӑл вара чарӑнса тӑчӗ, мана тепӗр хут печӗ. — Эпӗ «хлопла» та ӑнланатӑп. Каялла выляса илес тесе эпӗ кон ҫине пилӗк тенкӗшӗн ваткӑллӑ сӑкмана хутӑм та выляса ятӑм, виҫӗ тенкӗшӗн ҫӗнӗ атӑ хутӑм, ӑна та выляса ятӑм. Эпир ҫӗр айӗнче вунпилӗк километр тарӑнӑшӗнче пулнӑ! Анчах вӗсем ман пата хура шӑпа кӳрсе париччен е эсӗ Хура Йытта, хӑрах ураллӑ моряка куриччен, эсӗ нимӗн те ан ту. Ҫав хӑрах ураллӑ ҫынран эсӗ, Джим пуринчен ытларах сыхлан. Темиҫе самант каярах вӗсем пӗрне-пӗри чунӗсене уҫса пани — ытла та вӑйлӑ, ҫӗнӗ те, тӗлӗнмелле япала пулнӑ; сасартӑк вӗсен пурнӑҫӗнчи пур япаласем те пӗр-пӗрин вырӑнне улӑштарчӗҫ, пурте улшӑнса кайрӗҫ; Тарласа кайнӑ офицер сасартӑк хӗрсе кайрӗ. — Анчах хули… Вӑл хитре те тирпейлӗ, унӑн темӗскер… протестантли пур. — Туслӑх вӑл туспа, анчах та табак уйрӑм кӗсъере, — кунта ӗҫ «кам кама» тени патнелле пырать, — терӗ Панкратов. Юлашки виҫӗ кун хушшинче эпӗ пӗр пит паллӑ мустанга тытасшӑн ҫӳрерӗм, пӑшала пачах илсе ҫӳремерӗм. — Ҫав легенда пурнӑҫлантӑрччӗ! Вӑл мӗн чул нумайрах шухӑшланӑ, ҫавӑн чул ытларах ҫакна сиссе пынӑ: Джеральд унӑн чи усал тӑшманӗ пулас пулин те, вӑл ҫапах та ӑна юратма пӑрахас ҫук. Пӗр самант вӑл сӑмах чӗнмесӗр, автан ҫине ҫисе ярас пек сиввӗн пӑхкаласа тӑчӗ, унтӑн сасартӑк пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ. Анчах ҫӳлтен юхса анакан ҫак шыв ҫулӗ хальхи вӑхӑтра хупланса питӗрӗннӗ пулмалла, ун пек пулмасан, ҫӗр айӗнчи ҫак хӑвӑл, е тӗрӗсрех каласан, темӗн пысӑкӑш бассейн тахҫанах тулса тӑкӑннӑ пулӗччӗ. Чӑн та, кун пек тума юраман, анчах ан манӑр, ун чухне эпӗ ача ҫеҫ пулнӑ тата хамӑн кӑмӑла тытма та пӗлмен. Эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм; эпир ҫул икке уйӑрӑлнӑ тӗле ҫитсе тӑнӑ: ку тӗлтен пирӗн умра икӗ ҫул пуҫланса каять, вӗсем иккӗшӗ те тӗттӗм те ансӑрскерсем. Ан тыт-ха аккордеона, — тепӗр хут каларӗ Ольга, ирӗксӗрех ӑна итлеме тытӑнса. Йытӑ каллех ӑна вӗрсе ячӗ. Вӑл час-часах канма ларать, каллех тӑрса малалла утать, унтан каллех ларать. Сан ҫилленме тивӗҫӳ ҫук… Ҫавӑнтан вӗсем тӗлӗнсех кайрӗҫ: — Мӗнле? Ерофей Кузькнч лӑпланчӗ те трубаран усӑнса тӑракан тутӑр татӑкӗ айне пушӑ кӗленче лартрӗ, самогон тулса ларнӑ кӗленчине куҫ тӗлнелле ҫӗклерӗ. — Михал Иваныч! ротӑна илсе кайӑр, а эпӗ сире хӑваласа ҫитетӗп, — терӗ те вӑл, хӑрах аллипе шинель аркине пуҫтарса тытса, тепринпе хӑй уйрӑммӑнах ӗненекен Митрофания угодник сӑнне ӳкернӗ пӗчӗкҫӗ иконӑна ҫине-ҫинех тыта-тыта пӑхса, траншея тӑрӑх чупрӗ. — Ҫав джентльменсенчен пӗри те сирӗн кӑмӑла каймасть тетӗр-и эсир? «Хӗрхенет?» — шухӑшларӗ Петр, анчах арӑмӗ васкавлӑн, тарӑхса ответлерӗ: — Нихҫан та, нимӗн те асӑрхаман! Эпир Талцетл ҫӑлтӑрпа хуҫаланнӑ. Павлуш тӑчӗ те аллине пушӑ хуран илчӗ. — Мӗншӗн? — ыйтнӑ Фома. Ҫутӑ ӳкесрен, вӑл куҫӗсене ал лапписемпе айккисенчен хуплаттарса тытнӑ, кулакан капӑр-ҫутӑ пичӗпеле кӗленче ҫумнех ҫыпӑҫнӑ та:— Па-арсамӑрччӗ мӗ-скен тӗрме ҫыннине… — тӑстарчӗ, юрлаттарнӑ евӗрлӗн. Ку ыйтусем Олеҫҫӑна килӗшмерӗҫ пулмалла. — Ҫапла, часах! Пӗрре, вырсарникун кӑнтӑрла, Яков Маякин хӑйӗн пахчинче чей ӗҫнӗ. Тыткӑна лекнескерсем хӗпӗртесе хаваслансах кайнӑ. Хӑй ҫинчен хӑй ҫапла каласа пани мана пушшех те нимӗнле мар туса хучӗ. Е ман вырӑна кунта Сильвер хӑйӗн шайккипе пытанса ҫитсен, вӗсенчен пӗри те тул ҫутӑлнине кураймӗччӗҫ. — Хаваспах, Уэлдон миссис, кӑмӑлпах, — савӑнӑҫлӑн килӗшрӗ Гаррис. — Лайӑх казак, — терӗ кил хуҫи ҫакна хирӗҫ шӑппӑн, мӑнкӑмӑлланса. Пӗлнӗ пулсан — сан пек чӑх чӗрипе ҫыхланман пулӑттӑм. Хӑй хыҫӗнче алӑк чӗриклетсе илнине Марийка илтмерӗ. — Ах, тав тӑвасси ҫеҫ! Хӑрушлӑх пӗтӗм чӗре хӑватне мӑкатса хӑварать, тискерлетет. Ковалев майор сехет вӑчӑри ҫине е юнкун, кӗҫнерникун, тунтикун е тата ытти сӑмахсем ҫырнӑ ахах печаткӑсем ҫакса ярать. Шӑтӑкран пӗр сас-чӗв те илтӗнмерӗ. Анчах залра ларакансенчен пӗри хытах мар пулин те шӑхӑрса илчӗ. Эсӗ ахаль те, дворянина вӗсен начальникӗ туса, казаксене кӳрентер-тӗн; ан хӑрат ӗнтӗ дворянсене, пӗри элекленӗ-элеклеменех вӗлерсе. Вӑл ҫапах ман ҫине те хӑрлатма тытӑнчӗ. Э-эх, ухмах пуҫсем! — терӗ вӑл сасартӑк, нар ҫинчен сиксе тарса. Петр хӑйӗн шӑллӗ тӗлӗннинче темле ырӑ мар япала пуррине туйрӗ, темшӗн унӑн сухалӗ хускалса илчӗ; хӑйне хӑлхинчен туртса, вӑл:— Маннӑ эпӗ, — терӗ. Ҫынсем шӑхӑрма тытӑннӑ, вӗсем Ривэра хӑйне ҫакнашкал спортсменла мар тыткаланине ырламан. — Эпӗ ку, анне, — терӗ именчӗклӗн Андрей, ҫенӗке йӑпшӑнса кӗме хӑтланса. Унӑн шӑлнӗ, Андрий, чӗрӗрех те ытларах аталаннӑ туйӑмсемлӗ ҫын пулнӑ. Анчах хӗр сасартӑк хӑйӗн аллисене вӗҫертрӗ, вара суккӑр каллех тӗлӗнчӗ, тусӗ кулать. Пирӗн хӗҫпӑшал ҫук. Унӑн сӑнӗ хӗрлӗ, тарлӑ, вӑл тулли кӑмӑллӑ. Унччен амӑш-тӗмӗ вӑйӗпе пӗр хуйха-суйхӑсӑр ҫитӗннӗ пулсан, ун чух вӗсем хӑйсем тӗллӗн хунассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Маншӑн пулсан, пӗлместӗр тесе тӳррӗн калакан ҫын пӗлмен япалана та пӗлетӗп тесе мухтанса сиен кӳрекен ҫынран лайӑхрах». Ромашов курчӗ — ҫурӑмӗ унӑн, шӑнӑр туртнӑ чухнехи евӗр, ҫӳхе ҫитсӑ кӗпе айӗнче чӗтӗренсе, турткаланса илчӗ. Чӑн-чӑн арҫын, кӗрешӳҫӗ пулма, ҫав вӑхӑтрах йӑваш та ҫемҫе кӑмӑллӑ пулса юлма юрамасть пулӗ-ши? Эпӗ его величествӑна кимме ҫӳретмелли хатӗрсем тупса пама тата мана ку ҫӗршывран тухса кайма ирӗк пама йӑлӑнса ыйтрӑм. Лейтенант револьвер ҫуккине курсанах денщикне чӗнсе илнӗ; револьвер ҫухалнине пӗлсен, вӑл, ахаль чухне ҫиллине пытарма пултараканскер, хальхинче денщикне мӗнпур вӑйӗпе хӑлха чиккинчен ҫапса янӑ. — Эпӗ сана пӗр-пӗччен ярӑп-и? Пытанма пултарайман, — йӗп мар. — Чимӗр-ха! Тарӑн путӑксенчен унӑн кӑвакрах пӗчӗк куҫӗсем Яков Лукич ҫине йывӑррӑн, шӑтарасла тӳррӗн пӑхаҫҫӗ. «Пӗр курка та-и?» Ӗлӗк курпуна хӑй айӑплӑ пулнине туйни лӑплантарнӑ — айӑплӑ ҫын ӳпкелешме тивӗҫлӗ мар. «Кометӑсем вӑрҫа, выҫлӑха, шыв илессине, выҫлӑх ҫула, ҫӗр чӗтренессине пӗлтереҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, мӗнле инкек пулма пултарнине пӗтӗмпех комета пӗлтерет…» — Тупа тӑватӑп… Эпӗ улшӑннӑ-и? — Унта халех Мельбурнран тухса… — Австрали ҫыранне! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Вӑл вӗриленнине кура ватӑ моряк та аптӑраса ӳкрӗ. Лайӑхрах курам тесе ура ҫине тӑнӑ Паганель ыткӑнса та кайрӗ. — Эсӗ хӗнетӗн-и ӑна? Ҫав тутӑхса пӗтнӗ тимӗр-тӑмӑр алла лекиччен мӗн чухлӗ асапланмастпӑр-ши эпир! — Ҫук, кӑна ахаллӗн хӑвармастӑп, — терӗ вӑл тепӗр хут, пӳрнисемпе пусма карлӑкне шаклаттаркаласа, — эпӗ графиньӑна пӗтӗмпех каласа паратӑп. — Курнатовский, Егор Андреевич. Ҫын выҫӑ вилнӗ чухне ал айне лекнӗ татӑк уншӑн пысӑк телей пулнӑн туйӑнать. Пире ҫакса вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ, пусмӑра хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Эмексиз-Пехливан йышшисем ҫав хушӑра чарусӑр иртӗхсе пире пӗтереҫҫӗ. Вӑл, канӑҫа пӗлмесӗр, икӗ эрне хушши ответ кӗтнӗ, унтан, ҫыру килсен, часрах вуласа тухнӑ та, пӗрре — савӑннипе, тепре — кӑмӑле хуҫӑлнипе, ӑс-пуҫӗ минтриччен уласа янӑ. — Эсир слободари ӑста Гаврила пурте пӗлетӗр пулӗ вӗт? «Тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилнӗ! ак сана!» терӗ те Чуб патӗнчен тухакан голова, чарӑнса тӑчӗ. — Кирлӗ мар, мана капла та намӑс мар! Эсӗ тума хушнине тӑваймастӑп эпӗ, Артур, анчах мӗн вӑй ҫитнӗ таран тума пултаратӑп. — Мӗн ятлӑ вӑл. Пурте аван пулать! «Юлать апла? — тет генерал. Вӑл е тревога тӑрӑх самолет патнелле пӗтӗм вӑйран чупса каять, чупса пынӑ ҫӗртенех самолет ҫунатти ҫине сиксе хӑпарать, кабинӑна кӗрсе ларса, мотор ҫинчи чехола Юра хывса иличчен урисемпе руле тӗрӗслесе пӑхать, е вӗсем Ольӑпа пӗрле, алӑран алла тытса, чечеклӗ ҫеҫенхир тӑрӑх ҫара уран, нӳрӗ те ӑшӑ ҫӗр ҫине пуснине туйса чупаҫҫӗ. — Ах, чимӗр-ха!.. — пӑшӑлтатма пуҫларӗ вӑл, сасартӑк тӑрса ларма пикенсе. Вӗсен хушшинче «сирафу» текен ҫур дюйм пысӑкӑш тӗлӗнмелле ӑрат та пур. Янахӗсем хӗскӗч пек, пуҫӗ вара, акулӑсенни пек, кӗлеткинчен пысӑк! Хӗвел ҫӳлеллех хӑпарать, малта — ҫип ҫапнӑ пек тӳрӗ шоссе ҫулӗн шурӑ йӑрӑмӗ, суккӑрсен тӗксӗм мӗлкисем, чылай инҫе кайнӑ экипажӑн хура пӑнчи курӑнать. — Пуҫӗ ҫук! Чирлӗ ҫынӗ ӑҫта выртнине астусан, посылка яни пит те вырӑнлӑ пулнӑ. Анчах та вӑл ирӗклӗн, ҫӑмӑллӑнах, пӗлӗтсенчен пӑрӑнса кайни мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ! Ларать хуп тенкел ҫинче… Пӗр Ерофей Кузьмич ҫеҫ крыльца патӗнче тӑрса юлчӗ. — …Йытӑ вара нимӗн те тӑвайман, — ун шухӑшне вӗҫлерӗ Уэлдон миссис. — Акӑ мӗн пирки. — Ах, турӑ, анчах… Пӗр-икӗ ҫул каярах-ха вӑл, манӑн менелник кунӗ ячӗпе Иван Кузмич хамӑр тупӑран пеме шухӑш тытнӑччӗ те, мӗскӗн хӗрӗм, хӑранипе, кӑшт ҫеҫ леш тӗнчене каймарӗ. Ӗҫеҫҫӗ ӑна вӗсем, ҫӑтмассерен вӗсем патне пурӑнӑҫ килнӗ пек туйӑнать. — Ун пек лайӑхрах пулать, — терӗ Павел хуллен. Тытса чармалла мар шавласа кайнӑ халӑха Разметнов аран-аран йӗркене кӳртрӗ. Мӗн ытлашши каларӑм вара эпӗ? Ман телее пула карчӑк ачасен пӳлӗмне ҫывӑрма куҫрӗ, — нянька татти-сыпписӗр ӗҫме тапратнӑччӗ. Алексей ҫине вӑл тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака та ҫутӑ куҫӗсемпе чӑрсӑррӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ. Чиркӳрен уйӑрса янӑ ҫынран чумапа чирленӗскертен е юсанма ҫук урӑх сикекен чирпе асапланакан ҫынран тарнӑ пекех пӑрӑннӑ, лешӗн вара, тискер кайӑк евӗр, вӑрмансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх ҫӳремелле пулнӑ. — Темскерле джентльмен панӑ, — тепӗр хутчен каларӗ Фелим. Эпӗ вӗсене типӗ илсе килесшӗнччӗ, анчах ҫумӑр витререн тӑкнӑ пекех ҫӑвать. Ну, сыв пулӑр! хӑвӑра сӑпайлӑрах тыткалӑр! Ҫавӑ мана кулмалла туйӑнса карӗ, кукка та кулса ячӗ: — Туршӑн та, эппин! Шар ҫаврӑнма чарӑнчӗ. Малтанах вӗсем: ку упа пуль, персе амантнӑскер, йӑванса пырать, тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл, табак туртма ачаранпах тенӗ пек хӑнӑхнӑскер, ҫирӗппӗн тата сӑмахне нихӑҫан каялла илмелле мар каласа хучӗ:— Эпӗ урӑх туртмастӑп, — терӗ. Унтан вӗсем иккӗшӗ те, сылтӑм аллисене чӗре тӗлне тытса, пире пилӗк таранах пуҫ тайрӗҫ. Амӑшӗ сӗтел хушшинчен тӑчӗ те, шухӑша кайса, чӳрече витӗр пӑхнӑ май:— Эх, пурнӑҫ! — Пирӗн пата паян Митя килчӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ Татьяна Ильинична хуллен. Мӗн мурне кирлӗ пулнӑ-ха вӑл мана? Халь гулять тумалла. Тата тепӗр япала кӳрентерчӗ, ҫиллентерчӗ ӑна: чунтан-чӗререн савӑнса шутларӗ вӑл Джемма ҫинчен, унпа пӗрле пурӑнасси ҫинчен, хӑйне малашне кӗтекен телей ҫинчен. Ҫав вӑхӑтрах ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑм, ҫак Полозова г-жа ун умӗнчен кайма пӗлмесӗр ҫӳрет… Ҫук! ҫӳремест — куҫ умӗнчен каймасть… шӑп ҫапла терӗ Санин ҫиллессӗн — куҫ умӗнчен каймасть. Санин ун сӑнарӗнчен уйрӑлма, ун сассине илтмесӗр, ун сӑмахӗсене аса илмесӗр тӑма, — ун тумтирӗнчен кӗрекен сарӑ лилисенни пек ачаш та чӗрӗ шӑрша туймасӑр тӑма пултараймасть. Сайра хутра кӑна ҫӗрлехи извозчик хӑйӑрлӑ юра ансӑр ҫуна тупанӗсемпе ҫӑртарса иртет те, тепӗр кӗтессе каҫса тӑрса, лав тытакан килессе кӗтнӗ май, кӑтӑш пулать. Эпӗ вуҫех сирентен кулас тесе килмен. Джон Мангльс чӑтса тӑраймарӗ. — Сирӗн ӑнӑҫлӑрах план пур-и мӗн? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Пур пулсан калӑр. — Ӑҫта? Шывра темиҫе хунар ҫути тӗксӗммӗн ӳкерӗннӗ. Ҫӗмӗрнӗшӗн эсӗ-и, е санӑн ял Совечӗ мана ҫавах тӳлетӗр! — Кӑшкӑрма кирлӗ мар, Сана никам та тивмӗ. Майор, Роберт, Паганель тата Джон Мангльс сӑртӑн планне лайӑх тӗпчесе ӳкерчӗҫ. Ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнипе тата ҫакӑн пек ответ панипе Парижӑн чухӑн кварталӗсенче пурӑнакансем хушшинче вӑл мухтава тухнӑ. Халӑх ӑна питӗ юратнӑ, асапланса куҫҫуль тӑкакансем, мӑшкӑл тӳснипе ҫилленсе пурӑнакансем ӑна пурте хытӑ итленӗ. Эпӗ мисс Луизӑна — лашана йӗнерленӗ, тесе ҫеҫ каласшӑнччӗ. Нимӗҫсем умӗнче ним вӑрҫмасӑр чакса пыма-и? — Шпионсем мана каччӑсем пуян хӗрне савнӑ пекех саваҫҫӗ, тупата! Хӑшпӗр чухне эпӗ, ҫӗрле вӑранса кайсан, аннене сӗтел хушшинче ларнине кураттӑм. — Питӗ аван, — терӗ те Паганель малалла калама пуҫларӗ. Шутласа кӑларма ҫук нушасене мӗнле саплаштарӗ вӑл? Аннеҫӗм мӗн каланине эпӗ илтеймерӗм, ҫитменнине тата илтесех те темерӗм; ҫакна ҫеҫ астӑватӑп: шавлӑ калаҫу пӗтсенех, аннеҫӗм мана хӑй пӳлӗмне чӗнтерчӗ те эпӗ княгиня патӗнче тӑтӑшах пулнӑшӑн питӗ кӑмӑлсӑрланса калаҫрӗ; княгиньӑна вӑл «тем тума та хатӗр хӗрарӑм» терӗ. Пӗрремӗш минутсем калама ҫук хӑрушӑ пулчӗҫ. Вӗсем канаш панӑшӑн тата унта ӗҫе туса пыма хутшӑннӑшӑн укҫа илеҫҫӗ-и? Унта пысӑк баобаб ҫинче марабу ятлӑ кайӑкпа хӗрлӗ майлӑ, хӗрлӗ кӑкӑрлӑ суиманг йӑвисем пур; унтах хӑйсен йӑвисем валли ҫурт тӑррисенчен улӑм йӑтакан кайӑксем; вӑйлӑ та хитре саслӑ носорог-кайӑксем; хӗрлӗ хӳреллӗ ҫутӑ кӑвак попугайсем, вӗсене маньемсем «роус» теҫҫӗ, йӑх пуҫӗсене ҫак ята параҫҫӗ; кӑнтӑр кайӑкӗ евӗрлӗ, хурт ҫиекен «друго» кайӑксем — кунта вӗсем хӗрлӗ сӑмсаллӑ. Кӗсменсенчен кӑна сенкер тумламсем тумларӗҫ, вӗсем тинӗсе ӳксен, ӳкнӗ тӗлте пӗр саманта каллех сенкер пӑнчӑсем курӑнчӗҫ. Эпӗ ҫухалатӑп-и? Эпӗ Спасский профессор патне шӑнкӑртаттарасшӑн. — Эсӗ хӑрамастӑн-и? Троекуровӗ хӑйне таҫтах кайса хунӑ, кашни ҫӗнӗ тустару хыҫҫӑн Дубровские ниепле те алла лектереймен губернатортан, исправникрен тата ротнӑй командирсенчен тӑрӑхласа кулнӑ. — Кӗпӗрнерен эпир, ротӑна кайма тухрӑмӑр, — ответлерӗ салтак, арбуз ҫине пӑхмасӑрах ҫурӑмӗ хыҫӗнчи кутамккине тӳрлетсе. Больницӑра эпӗ виҫӗ уйӑх хушши пулатӑп. Сиртен хыпар кӗтсе юлатӑп. — «Ҫук — хӗрӗ пурччӗ, вӑл та тинӗс леш енне тутарпа ерӗшсе кайнӑ». Тимӗрҫӗ шухӑша кайса тӑчӗ. Тӑнлавӗпе чӳрече янаххи ҫумне ҫыпҫӑнса, куҫӗсене хупса, кунта вӑл чылайччен канчӗ. Анчах эп сире пӗр ҫын патне ертсе кайӑп, вӑл вара — унта, вӗсем патне… Уҫнӑ алӑкӑн кӑвак тӑваткалӗ тӗлӗнче вӑл пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ те ыйтрӗ: — Уҫӑп, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? — Санин, Дмитрий Павлович, манӑн ачаранпах пӗрле ӳснӗ юлташ, — терӗ Полозов, — вӑл паҫӑрхи пекех Санин еннелле ҫаврӑнмасӑр, ура ҫине те тӑмасӑр, ун ҫине пӳрнипе кӑтартрӗ. Мана нумайччен ҫакӑнтан илемли те чапли нимӗн те пулас ҫук пек туйӑнатчӗ. Кукленсе ларчӗ, пӳрнисемпе йывӑр ҫӑрана ҫавӑркаласа пӑхрӗ. «Савса ӗҫер ӗнтӗ пӗр курка!» терӗ каллех судья. Пӗр минут та иртмерӗ, ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм лагерь пӗлчӗ. Тух кимӗрен, пулӑш джентльмена, Адольфус! (Куратӑп, вӑл мана ҫапла чӗнет.) Ҫаксене вӑл, унпа юнашар ларса, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине таянса каласа пачӗ… Джон Мангльс пӗр минутлӑха та кӗрешӳ вырӑнӗнчен пӑрахса каймасть, вӑл ҫав хушӑра ӑшне пӗр хӗлхем яман. Кузьма Ярцев хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерех, курпунне кӑларса ларать. Таса вӗҫев — ӳкӗм, ун чухне япала ӑна тӗртекен вӑй витӗмӗпе куҫать. Анчах, Айртон нимӗн те пӗлмест пулсан, мӗншӗн-ха вӑл ун ҫинчен каламасть? Ӗненекен ҫынӑн лӑпкӑ савӑнӑҫӗпе калатчӗ мана: — Ҫавӑн пек лайӑх ҫынсем ҫӗршерӗн, пиншерӗн пухӑнаҫҫӗ те Российӑри пур паллӑ вырӑнсене те йышӑнаҫҫӗ, вара тӳрех пӗтӗм пурӑнӑҫа улӑштараҫҫӗ! — тетчӗ вӑл мана. Ҫӗр хуппи мӑкӑрӑлса хӑпарнӑ пирки вулкансем пулса тӑнӑ, вӗсем ӗҫлеме тытӑннӑ. Мӗн ҫуралнӑранпах эпӗ темрен шикленетӗп, темӗне сисетӗп… — Ҫиес килмест… — хуравларӗ Егорушка. Ҫавӑнпа те ӗнтӗ пирӗн хушӑра истерикӑпа, нервӑ тытамакӗпе, ахаль халӑхра — кӑшкӑрамак чирӗпе чирлесе каяҫҫӗ те. Ӗҫ вӑйне кирлӗ пек лартса тухман. Ҫамрӑк ача ҫирӗп те татӑклӑн калаҫни Уэлдон миссиса лӑплантарчӗ. Палӑк ӑна килӗшмерӗ. Георгий пуҫне сула-сула ун аллине чӑмӑртарӗ. — Анчах юрату ҫук пулсан, ҫынпа мӗнле пурӑнӑн-ха? — ҫаплах васкаса калаҫрӗ майра. Эпӗ лашасене тытса пыратӑп, пичче ҫулнӑ тырра машина ҫинчен иле-иле пӑрахса пырать. — Сад, сударыньӑсем, — пакӑлтатма пуҫларӗ вӑл, темшӗн асапланнӑ пек ял кулса, — ку вӑл, хӑвӑрах ӑнланатӑр, телей сӑнарӗ. Ӗҫкӗ Дмитрие пула эпӗ студентсен ӗҫкӗ тесе калакан йӑпанӑвӗсемпе иртӗхме пуҫларӑм пулин те, мана ку хӗл ҫавнашкал савӑшассинче пӗр хут пулма тиврӗ, унта пулни вара манра ырах мар туйӑм хӑварчӗ. Ленинград рабочи класӗ Дон ҫӗрӗнче мӗн тунине курас килет… — Ҫывӑр! — тесе чаратчӗ вара вӑл мана сӑмах варринчех, тӑсӑлатчӗ те, кӑвакскер кухняри тӗттӗм ӑшнелле кайса курӑнми пулатчӗ. Иваница карчӑк пырса кӗчӗ. — Ӑна-и… унӑн… ҫук, ытлашши нимех те мар. Слобода тавра чиперех ҫаврӑнса каясса шаннӑччӗ, сасартӑк тӗттӗмре ман ума чукмарсем тытнӑ пӗр пилӗк мужик сиксе тухрӗҫ. Гаврила чӑпар тӗрӗллӗ хутсем курчӗ, вӗсем ун куҫӗ умӗнче асамат пек уҫӑ тӗссемпе йӑлкӑшса илчӗҫ. — Эпӗ ун чухне хамӑн арӑма хӑваласа кӑларса ярӑп, — терӗ малалла Ермолай. — Чӑн та. Чӳрече умӗнче такам вӑраххӑн уткаласа ҫӳрет, юр нӑтӑртатать. Хачӑ тата тӗрлӗ тӗслӗ хут илсе эпӗ маччана хӑпаратӑп, хутран шӑтӑкласем касса кӑларатӑп та вӗсемпе папкасене эрешлетӗп, — ҫакӑ вара ҫапах та ман ӑш вӑрканине йӑпатакан япала пулать. — Эх, тӑмаллаччӗ пӑртак! — сас панӑ самӑр йӗкӗт, унтан шӑппӑн пӑшӑлтатса: — Ӑна пӗччен те ӑсатма пулать… — тенӗ. Хӗрлисем Петлюра атаман ҫарне хӗстерсех пыраҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн пит хӑрушӑ конкуренчӗ пур. Чарлансемпе пулӑ тытакан ытти кайӑксем хӑйсен йӑвисене, ҫыран хӗррине таврӑнаҫҫӗ. Хура кӑвакрах тӗслӗ тӑм чи лайӑххи вырӑнне шутланнӑ; ӑна шывпа йӗпетмелле пулнӑ. Анчах Федоткӑн пӗчӗк чӗрине ҫаплах тем ыраттарчӗ пулмалла, улӑштару Давыдовшӑн куҫкӗретех усӑллӑ мар, тесе шутларӗ пулмалла, ҫавӑнпа чылай шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн вӑл каллех:— Тимӗр ҫумне хамӑн чул пӑшала хушса парсан, ӑна илетӗн-и? Юрать-ха, револьверне пульӑсӑр патронпа ҫеҫ авӑрланӑччӗ. Чунӗпе хӗрӳленсе кайнӑскер, вӑл каллех сӗтел патне ларчӗ, сӗтел ҫине чавсаланчӗ те, юлташӗсем ҫине кӑштах тӗтреллӗ куҫӗпе йӑл кулса пӑхса, ытларах шухӑшласа, малалла хуллентерех каларӗ: — Тен, ухмахла калаҫатӑп пулӗ, анчах та, юлташсем, тӳрӗ ҫынсем вилӗмсӗр, тетӗп: маншӑн илемлӗ пурнӑҫне панӑ ҫынсем, тӗрлӗрен ӗҫсем пулса пынипе те хамӑн чӗрем пекех хаклӑ идейӑсемпе ӳстерекен, ӳсӗрӗлмелле савӑнӑҫлӑ та телейлӗ кӑткӑс пурнӑҫ паракан ҫынсем вилӗмсӗр, тесе ӗненетӗп. Эпир часах вӑрман каснӑ вырӑна ҫитрӗмӗр, унтан вара кантура та ҫитрӗмӗр. Кантурӗ пӗр пӗчӗк ҫырма хӗрринчи ҫӳллӗ пӳрте вырнаҫнӑ, ҫырмине васкавлӑн пӗвелесе пӗве туса хунӑ. — Янракан пӑхӑр!.. — Эсӗ пӗлетӗн-и, эпӗ чухӑн, кӗлмӗҫ пекех иккенне? — Эпӗ те унпа пӗрлех тухса таратӑп! Сасартӑк Дениска кулкалама пӑрахрӗ, сӑн-пичӗ унӑн Кузьмичов вӑрҫнӑ е патакпа ҫапма тӑнӑ чухнехи евӗрех — унран та ытларах пуль-ха — сыхлануллӑ пулса тӑчӗ; пӗр хушӑ итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑрах чӗркуҫҫийӗ ҫине чӗркуҫленчӗ, халь ӗнтӗ ун пичӗ ҫине темле тухатмӑшла усал япала илтнӗ чухнехи пек пулакан сехӗрленӳ йӗрӗсем шуса тухрӗҫ. — Ҫапла, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Октябрӗн 25-мӗшӗнче эпир патшалӑхӑн тӗп хулине ҫитрӗмӗр, вӗсен чӗлхипе ӑна Лорбрульгруд теҫҫӗ, вӑл Тӗнчен Чапӗ тени пулать. Сасартӑк вара вӑл, тӗршӗнсе-пӗкӗрӗлсе, пуҫне плащ ӑшнелле пытарнӑ та, пӳлӗмрен, сехӗрленнӗ шакал пекех, хӑюсӑррӑн йӑпшӑнса тухма тапратнӑ. Хуҫи блюдечка илнӗ, ун ҫине рукомойникран шыв янӑ та каллех хур патне пынӑ. Акӑ Баймаковӑн тирпейлӗ ҫуртне хӗрӗн тантӑш-юлташӗсем, хулари чи лайӑх ҫемьесенчи хӗрсем пырса тулчӗҫ; вӗсем пурте парчаран ҫӗленӗ авалхи капӑр сарафансем тӑхӑннӑ, сарафан ҫаннисен вӗҫӗсене пурҫӑнпа мӑкшӑлла тӗрленӗ, шӑтӑкласем тыттарнӑ, урисенче — сарӑ ҫемҫе сӑран пушмаксем, вӑрӑм ҫивӗтсене хӑюсем янӑ. Вӗсен лӗпке ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑрки ҫеҫ пулнӑ, ку ҫӳҫрен вара хӗҫпӑшалпа ҫӳрекен кашни козаках вӗсене туртма пултарнӑ. Ниушлӗ вӑл ҫавӑн пек хӑрушӑ? Ывӑлӗ ӑна итленӗ те, ҫак ӳпкелешӳсем, ашшӗне лӑплантарса, ӑна сарса ярса, чиркӳ тӑрри пысӑкӑшех туса хунине курса, нимӗн те чӗнмен, — ирхине хӗвел ӑна ҫынсем пурӑнакан ҫуртсем палӑракан пуличчен маларах курать, каҫхине анса ларнӑ чух унпа чи кайран сывпуллашать. (малалла пӗр вӗҫӗмсӗрех: «мӑр-мӑр-мӑр-мӑр-мӑр…» — туни кӑна илтӗнсе тӑчӗ). Лятьевский. Ҫавӑнпа та ҫиленни унӑн ҫывӑрнӑ чух та иртсе кайман. Мӗн кирлӗ сана? — Мӗнрен пӗлетӗн? Эпӗ сирӗншӗн кӳренетӗп, ырӑ кӑмӑллӑ государь. Анчах пӗр ырӑ кун ҫакӑ паллӑ пулчӗ: эпӗ шаннӑ пӗр ҫын мана улталаса пурӑннӑ иккен… Алӑк уҫӑлнӑ, пӳлӗме темӗнле карчӑк пӑхса илнӗ те, темӗн каласа, питех те хитре мар хура сыснана кӗртнӗ. Виҫӗ жид урам варринче чарӑнса хӗрсех калаҫма пикенчӗҫ. Вӗсем патне тӑваттӑмӗш, юлашкинчен пиллӗкӗмӗш жид пырса тӑчӗ. Пусма тӑрӑх ерипен хӑпарнӑ май, Наталья амӑшӗ синчен йӗрӗнсе, курайми пулнӑ пекех шухӑшларӗ: — Ун патӗнче ҫывӑрнӑ вӑл, квасне те ҫав ӗҫнӗ. Вӑл ман паталла тапса сикрӗ те, мана пуҫӗпе кӑкӑртан чышса йӑвантарса ӳкерчӗ, ман ҫине утланса ларчӗ те:— Пурӑнас килет-и, е вӗлерес-и? — тесе кӑшкӑрчӗ. — Майен утравӗ пек мар-и? — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ. — Ах, Тогонга тыткӑнра пулман пулсан! — тесе ассӑн сывларӗ Каи-Куму, европеецсем ҫине хаяррӑн пӑхса. Запорожецсем сасартӑк пурте ҫӗре ӳксе пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ; «Каҫар, аннеҫӗм! каҫар!» Эх, савӑнтӑм та-ҫке эпӗ ӑна палласа илсен! Ҫав пӑшӑлтатса калаҫакан, вӑрахчен хапха ҫине пӑхса тӑракан (унтан ҫаплах тупӑка илсе тухмаҫҫӗ-ха) ют ҫынсем хушшинче Кораблев та пур. Куҫӗсем унӑп вӑйсӑрланнӑ, пысӑк мӑйӑхӗ вара, пичӗ ырханланнипе, ватӑлнипе, пушшех те пысӑкланса кайнӑ пек курӑнать. Вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсем тупӑкпа пӗрле тухнине, алӑк патӗнче ют ҫынсем тӑнине, тупӑка йӑтнӑ чух вӗсем хуҫа пулнине тахҫанах асӑрханӑ-ха эпӗ. Анчах та кунта пачах урӑхла пулчӗ. Ку вӑл тупӑка вилнӗ ҫыннӑн тӑванӗсенчен никамах та йӑтса тухма пултарайманнинчен килчӗ-и, тен. Хытӑ юр пите ыраттарать, ҫилӗ ураран ӳкерет. Пӗлетӗр-и, Уэлдон миссис, эпир, кит тытакансем, тинӗсре раксен ҫакӑн пек ушкӑнне тӗл пулма тӳр килсен, часрах шлюпкӑсемпе гарпунсем хатӗрлетпӗр. Ман урасем унтӑсем витӗрех шӑнса кайрӗҫ! А эсӗ пушмакпа кӑна! — Ну, апла пулсан юрӗ, нименех те мар. Вутпуҫҫи сӳнчӗ те тавралӑха каллех тӗттӗм хупӑрласа илчӗ. Эпир сирӗнне канмалли вӑхӑта илетпӗр, ҫапла-и? Шкул Маларах эп асӑннӑччӗ пулас-ха, пирӗн ачасен ҫурчӗ, Наробраз шучӗпе, ҫамрӑк ӑслайҫӑсен питомникӗ пекчӗ, тесе. Эпӗ, пӗлтерем сире, пурӗ те пӗр эмелпе кана усӑ куратӑп — нашатырьпе. — Мишка Квакинпа «Фигура» хӑтланнӑ. Фигура — унӑн помощникӗ. Пӗлетӗп, унӑн пуҫӗнче туллиех тӗрлӗрен ухмахла шухӑшсем. Анчах манӑн мӗн тӑвас-ха? Апӑрша ачи, вӑл ман вилне йӑмӑкӑн ывӑлӗ вӗт-ха, ӑна хулӑпа ҫаптарса илмешкӗн ниепле те хал ҫитмест манӑн. Мӗнле, кала-ха, парнесем час-часах паркалатӑн-и? — ахаллӗн, ҫав вӑхӑтрах чӗререн пек, ыйтнӑ Маякин. — Ҫук, ҫук! — хӑраса ӳкрӗ секретарь, унтан, хутаҫланса ларнӑ куҫӗсене чирлӗ ҫын евӗр хӗсӗнтерсе, пӗчӗк тутӑрпа ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ. Тата тепӗр кунтан ирпе ирех, сасартӑк, вахтӑра тӑракан матросӑн сасси илтӗнчӗ: — Ҫӗр курӑнать! Ытти ӗҫсене эпӗ хамах йӗркелӗп. Ӑнлантӑн-и? Анчах пире кайма вӑхӑт, Чезаре. Чердак чӳречинчен — салан пӗр пайӗ, хамӑр пӳрт тӗлӗнчи ҫырма, унта — тӗмӗсем хушшине вырнаҫнӑ мунча тӑррисем курӑнаҫҫӗ. Пултарайманнишӗн эпӗ айӑплӑ-и вара? Полици вӑйсӑр пулнине курма пурне те кӑмӑллӑ, — ватӑрах рабочисем те, кула-кула, пӗр-пӗрне:— Мӗн тӑваҫҫӗ, э? — текелеҫҫӗ. Вӑл чӗрнисемпе урай хӑмисене хыттӑн каптӑртаттарчӗ, ют лаша шӑршине туйса, тулхӑрса илчӗ. Тата кам ҫакӑн пек шутлать? Давыдов, яланхи пекех, тавлашсан-тавлашсан, хӑйне тытса чарайми пулса ҫитрӗ, кӑшкӑрса ячӗ: — Эсир тата мӗн, сире чи лайӑх ҫӗре касса парӗҫ терӗр-им? — Апла-им? — терӗ вӑл, пуҫӗпе сулкаласа. Тупӑкри пек шӑп пулать. — Ачасем хӑйсене кам юратнине туяҫҫӗ ҫав вӗсем, — пӗлтерчӗ Дуняша. — Ӑҫта каятӑр эсир, ненько? — О! — тесе ячӗ Джон Мангльс. Тепӗр тесен тата, хыпарсем пирӗн пата питӗ кая килсе ҫитеҫҫӗ-ҫке. Эпӗ пурпӗрех тӑмастӑп. Мӗнле йӑпанма пултараҫҫӗ-ха ҫынсем ҫавӑн пек ӑссӑрлӑхпа? Наркӑмӑшпа пӑсӑлнӑ пек пулнӑскер, эпӗ алла сивӗ чул пӑчӑртаса тытса, ҫыран хӗрри тӑрӑх утатӑп, эпӗ казака чулпа пеме ӗлкӗреймерӗм. Эп ӑна лерех асӑрхарӑм-ха, этем пекех, ҫыран хӗррине ҫитрӗ те лапах выртрӗ. Андрее ура ҫинче тытӑнса тӑма йывӑр: шӑмӑ сыпписем тӗлкӗшсех ыратнине туять вӑл. Эпӗ ун пек тумасӑр пултараймастӑп, тупа та туршӑн! Тӗлӗнмелле каҫ! Иохим ҫеммине май контрабаспа аккомпанимент калакан хӑрах куҫлӑ ватӑ еврей та тем пекех хавхаланса каятчӗ. Унӑн кӑнттам «струменчӗ» те, хӑйӗн мӗкӗрекен хулӑн сассипе Иохим сӗрме купӑсӗн юрласа-ташлакан сасси хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пырас тесе, чунтанах тӑрмашнӑн туйӑнса каятчӗ, хӑй вара, ватӑ Янкель, хулпуҫҫисене сиккелентерсе, ермолка тӑхӑннӑ шакла пуҫне пӑркалатчӗ, шухӑ та йӳрӗк кӗвӗ ҫеммине май хӑй те тӑпӑртатмасӑр тӳсейместчӗ. — Нумаях та иртмӗ-и тен! Капустин шкул начальникӗпе Мересьева ытларах вӗҫме май парасси ҫинчен калаҫса татӑлма пулчӗ те, тренировка программине Алексее хӑйне тума сӗнчӗ. Ҫӳлте, чӑнкӑ ҫыртан лерелле, тӳремлӗх сарӑлса выртнӑ. Чи малтан Марийка таврӑнчӗ. Гарриспа Воропаев хушшинчи тавлашӑва питӗ килӗштермен ҫепӗҫ француз вӗсем хушшинчи тавлашӑва пӗтерме шутларӗ: — Эпӗ, господа, ҫапла каланӑ пулӑттӑм. Вӑл хӑй йӗри-тавра нимӗн те курман. «Дункан» нимӗн чухлӗ те иккӗленсе тӑмасӑр, кукӑр-макӑр выртакан тирпейлӗ ҫырансен хушшипе унчченхи пекех хӑвӑрт малалла пырать; яхта трубинчен мӑкӑрланса пыракан тӗтӗм чуллӑ сӑртсен тӑрнашкисемпе уйӑрӑлнӑ пӗлӗтсен таткисемпе пӗрлешсе каять. Ҫӑмарта тӑвакан чӑхсене мӗнпе… улӑштарма кам шут тытнӑччӗ-ха… Вӗсем ун ҫумне пӗтӗм кӗлеткисемпе, пичӗсемпе, урисемпе лӑпчӑнса, кирпӗчсем айне кӗрсе кайма тӑрӑшнӑ пек пулса лӑпчӑнчӗҫ. Чейне те ӗҫсе янӑ ӗнтӗ, тахҫанах кӳлнӗ лашасем те сивӗре шӑнса тӑраҫҫӗ; хӗвеланӑҫ енчен уйӑх шупкаланать, вӑл инҫетри тусен тӑрринчи чаршав татӑкӗсем пек ҫакӑнса тӑракан хура пӗлӗтсен ӑшне пытанма хатӗрленсе ҫитнӗ. Астӑватӑн-и эсӗ, пӗрре 1825 ҫулта ман патӑма Англири чаплӑ химик Ремфри Дэви килсе кайнӑччӗ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те, — Казбич ку! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Миҫе ҫынна вӗлернӗ ҫак «Испаньола» ҫинче, санпа иксӗмӗр Бристольрен тухса кайнӑ хыҫҫӑн мӗн чухлӗ мӗскӗн моряксем пӗтрӗҫ! Ача-пӑча, шкултан тин ҫех тухайнӑ сар сӑмсаллӑ Чӗпӗ, ҫавӑ вара пухура чи пӑрахӑҫ атӑҫӑ пекех ӗҫе-ӗҫе лартать. Чирлӗ ҫын хӑй юратни ҫинчен тупа тунӑ чухне пӗрмаях Луиза ятне асӑннӑ. Ку вӑл карчӑк яланхи пекех пӑшӑрханса, шикленерех ҫырнӑ ҫыру пулнӑ. Вӑл унран: пурнӑҫу еплерех санӑн, сивве шӑнмастӑн-и, апат-ҫимӗҫ лайӑх ҫитереҫҫӗ-и, хӗле кӗнӗ май лайӑх тумлантарчӗҫ-и, алсиш ҫыхса ямалла мар-и, сана? — тесе ыйтнӑ. Пилеш кайӑкӗ йывӑҫ ҫине, Том пуҫӗ тӗлнех, пырса ларчӗ те, питӗ хытӑ савӑнса, хӑйӗн тӗклӗ кӳршисене мӑшкӑллама тытӑнче. Тасал, унсӑрӑн эпӗ вӗлерсе пӑрахма пултаратӑп! Паллашма чунран хавас, — терӗ Василий Иванович. Унӑн икӗ кун хушши ҫӑварӗнче пӗр тӗпренчӗк ҫӑкӑр та пулман иккен. Тепӗр чӗрӗк сехетрен Стойко пичче килсе кӗчӗ, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ, хӑюллӑ та паттӑр сӑнарлӑ ҫын, вӑйӗ те хӑйне кура самай ҫителӗклӗ пулмалла, пултарулӑхне те кӗттерсе тӑмасть. — Ну ҫапах эс мӗнле шутлатӑн: Серпуховран пысӑк-ши вӑл е ҫук-ши?.. Ҫак шухӑшпа эпир Иван Петрович Белкин ҫинчен унӑн чи ҫывӑх хурӑнташӗнчен, унӑн пурлӑхне йышӑннӑ Мария Петровна Трафилинӑран ыйтсаттӑмӑр; анчах та унӑн пире нимӗнле хыпар та пама май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӑл Белкина пачах та пӗлмен-мӗн. Сӑмса ҫунатне сарса, вӑл арҫынӑнни пек хулӑн та чӗтревлӗ сасӑпа:— Хӑвӑн пулӑшӑвупа ҫӑва патне кай! Сивӗ ҫумӑр пӗр чарӑнмасӑр темиҫе сехет пӗрӗхтерсе тӑчӗ. — Пылпа хушсан юранӑ пулӗччӗ, — терӗ хӗрсен ушкӑнӗнчен тахшин сасси. Уншӑн активлӑ е пассивлӑ граждансем ҫук, уншӑн пур граждансем те активлӑ. Ҫур сехетрен хулара чӑн-чӑн ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Унпа калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ ирӗксӗрех ҫапла шутларӑм: миллионшар вырӑс ҫыннисем хӑйсен чунӗсенче ӗҫрен хӑтӑлас ӗмӗте тытса тӑнӑ пирки ҫеҫ революцин йывӑр асапӗсене тӳссе ирттереҫҫӗ пулсан, мӗнле-ха вара? Пин ҫул — эпӗ аран-аран машинӑна кӑлартӑм, сулахай урапа ҫеҫ туртса пымаллаччӗ ӑна. Акӑ халӗ Кондратӑн картишӗнче пуш-пушах. Ача вара аллисене икӗ еннелле саркалама тытӑнатчӗ. Хӑй кунашкал ыйтусем панӑ чухне вӑл яланах ҫапла тӑватчӗ, чарӑнма вӑхӑт ҫитсен, Макҫӑм пичче хӑех асӑрхаттаратчӗ. Н-да. Хуралҫӑсем — арабсемпе португалсем. Тепӗр икӗ минутран жидсем пурте пӗрле пӳрте кӗчӗҫ. Унтан каялла ҫаврӑнчӗ те Гинка патнелле утрӗ. Никонов ӑна хуллентерех сасӑпа:— Зинаидка — аскӑн хӗр, пуринпе те пурӑнать. — Юлташсем, ан перӗр! — салтаксем еннелле ҫаврӑнса тепӗр хут каларӗ те, хӑй тӗм хушшинелле чупрӗ. Салтаксем ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ. Ман пата та, анне патне те, — терӗ вӑл. Сӑртсен умӗнчи тӑварлӑ тӑпра ҫинче ҫитӗнекен курӑк выльӑхсемшӗн питӗ аван апат вырӑнче шутланать, ҫавӑнпа та эстанцисем валли яланах тӑварлӑ вырӑнсене суйласа илеҫҫӗ. — Вӑл ҫирӗп ҫамрӑк, Денни, ӗненӗр мана, — хута кӗнӗ Робертс. — Ҫапла, мисс Грант, эсир ӗнтӗ документсем ҫинчен мӗн каланине эпӗ мӗн чул пӗлнӗ таранах пӗлетӗр. Сулхӑн ҫил уҫҫӑн сывласа савӑнтарать. — Ҫынсем тӑраҫҫӗ, пӑрӑнса ирт, — терӗ вӑл йӗрӗнсе, салтаксем ҫине куҫ хӳрипе кӑна кӑтартса. Унӑн умӗнче апат-ҫимӗҫ — пурнӑҫ. — Эсӗ мӑнкӑмӑллӑ иккенне эпӗ пӗлнӗ, анчах кунашкал усал пуласса шухӑшламан, — терӗ вӑл, вара пирӗн патӑмӑртан кайрӗ. Гран-Франкер вӗсене хӗрес хучӗ те:— Таса турӑ амӑш ячӗпе сирӗн ҫылӑхӑрсене каҫаратӑп. Нимӗҫсен командованийӗ мӗн тума шутланине малтанах пӗлнӗ, позицисене тата ҫарсем пухӑнмалли центрсене картӑ ҫине палӑртса хунӑ, квадрат хыҫҫӑн квадрата тӗпчесе пӗлнӗ. Эсӗ-и ку, Гайнан? Кам пур кунта? — Эпӗ Округри уйрӑм пайран. Вӗсем тӗлӗнсе пӑхса ларҫҫӗ. Ҫак йӗпе-сапаллӑ кунсенче ял мӗнле улшӑнса кайнинчен тӗлӗнеҫҫӗ: хурӑнсем, ывӑнса ҫитнӗ пек, ниме те ӗмӗтленмен пек, хӑйсен ҫара турачӗсене силлесе макӑраҫҫӗ, тӳпере ним ырри те ҫук, ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫунатсене ҫӗклес те килмест. Ак ҫакӑн пек ансат япалана сӑнаса пӑх-ха: ху пурӑнакан пӳлӗмри чӳречесене ниҫтан ҫутӑ кӗрейми карсан — пӳлӗмре сӗм тӗттӗм пулса тӑрать. — Апла пулсан эпир унта каятпӑр, — терӗ мистер Денс. Хӑҫанччен кӗтмелле? Е урса каятчӗ, е ром ыйтатчӗ, е «Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине» юрра мӗкӗрме тытӑнатчӗ. Калама ҫук хӑранипе нимӗн туймасӑр, эпӗ каялла ыткӑнтӑм, тӑкӑрлӑкран чупса тухсан, шыв хӗррине пытӑм, кӑшт ҫеҫ Электрика вӗҫертсе ямарӑм. Ҫапла шухӑшласа пырать Аркадий… вӑл шухӑшланӑ вӑхӑтрах ҫуркунне хӑйӗннех илет. Эсӗ ӑнланатӑн-и? — аран илтӗнмелле ыйтрӗ старик. — Анчах кирек кам пулсан та, акӑлчан е американец пулса ҫуралман пулсан, пушӑ хирте паровоз чупнине курсан, тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахнӑ пулӗччӗ. Симурден, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, салхуллӑн итлерӗ. Смарагдлӑ ҫак ҫӗрре эс, савнӑскерӗм, яланах тӑхӑнса ҫӳре, мӗншӗн тесен смарагд — Соломонӑн, Израиль патшин, юратнӑ чулӗ. Малалла ыткӑннӑ май, вӑл ҫапах та Бек-Агамалов питӗ хаяррӑн хӑрӑлтатнине илтсе юлма ӗлкӗрчӗ-ха: — Эсӗ чарӑнмастӑн-и? Эпӗ сана юлашки… Комиссар ватӑ салтак ҫине ачашшӑн пӑхса кулчӗ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри чи палӑракан япаласем хушшинче «Джо индеецӑн чашки» пирвайхи вырӑн йышӑнса тӑрать. «Аладдин дворецӗ» те иккӗмӗш вырӑна кайса тӑнӑ. Эпир кӑна ҫула тухса каяс умӗн Собор садӗнче туса ирттертӗмӗр. Эпир, шурӑ ялав тытнӑ ҫын, Сильвера тытса чарма тӑрӑшнине куртӑмӑр. Петлюра офицерӗсем мӗн пурӗ те мобилизациленисене хулана конвойпа илсе килме, вӗсене ротӑсемпе куреньсене салатса, пӑшалсем тыттарма ҫеҫ пултарнӑ. Артур! — Виноват: калама пӗлмерӗм, — терӗ Савельич. Ун патне юрать. — Эсӗ васка, старик! Вӗсем, кунта ҫук пулсан, эппин, таҫта кайнӑ, Уэлдон миссиса Вӑтаҫӗр Африкӑри темле урӑх вырӑна илсе кайнӑ! Эпӗ вулаканӑмсене ҫакӑн ҫинчен каласан та ҫителӗклӗ пулӗ тесе шутлатӑп. Тӳсмелле мар пӑчӑ, нименле варкӑштаракан сывлӑш та ҫук. Питӗ ҫӗрлене юлса ыранхи плансем ҫинчен калаҫса татӑлнӑ тата вӗсенчен хӑшӗ ӑҫта пулассине палӑртнӑ хыҫҫӑн, Воропаевпа Сухов пӗр-пӗрне телефонпа ҫӑмӑллӑнах шыраса тупаҫҫӗ е, пӗр чӗрӗк сехет хушши калаҫнӑ хыҫҫӑн, пӗр-пӗринчен талӑклӑха е ытлараха уйрӑлас тесе, хире-хирӗҫ юланутсемпе, таратайкӑсемпе, грузовиксемпе тата «вездеходсемпе» вӗҫтерсе пыраҫҫӗ. Вӗсем французла калаҫаҫҫӗ. — Чап-хисеп — лӗпӗрти шухӑш кӑна. Ерофей Кузьмич тем пек тӑрӑшсан та, ывӑлӗ авланма килӗшмен. — Лена сана каллех ӑҫта та пулин чикӗ, вырнаҫтарӗ. Вӑл сана, йӗкӗт, тӗп тӑвать… — О, шуйттан пуҫӗ! — тарӑхса каласа хучӗ Давыдов. — Юратмастӑн эсӗ шӑлнуна, пит пысӑк ҫылӑх сана! — Эмилио! — тесе тепӗр хут чӗнчӗ те хӗр, ури ҫине тӑчӗ. Ҫук! ырӑскерӗм, савнӑскерӗм, каҫар мана, каҫар мана! Савӑнӑҫлӑ та хурлӑхлӑ кӗвӗ янӑраса кайрӗ. Темӗн чул кӗлӗ пӗлекенскер, Фомана вӑл пӗр юмах та ярса кӑтартман. — Халех кӗрсе пӗлтерем, — матрос алӑкран кӗрсе кайрӗ. Тӗслӗхрен: вӑл каласа панӑ тӑрӑх, эпӗ утӑ ҫулма тухас умӗн кашни ҫулах ялсене хӑйсен майлӑ тунӑ расна пӗчӗк урапа пырса кӗнине пӗлтӗм. Ытти тӑванусем те ҫапла хут пӗлмесӗрех ҫӗре кӗнӗ. — Вӑл хӑйӗн антрепренерӗ еннелле ҫавӑрӑннӑ: — Тӗрӗс-и? Унӑн йӑваш ҫути урайне ӳкнӗ те ҫурта лартнӑ вырӑна ҫавӑрса тӗттӗме ҫутатать. Кунсӑр пуҫне тата эпӗ хамӑн сочиненисене «критиксемсӗрех» ҫырнине те асӑнмалла пулман иккен. — Магнит йӗппи мӗнле? — терӗ мана хирӗҫ пичче. Кӗҫӗн классенчи ачасем кунӗ-кунӗпе чӗтресе ларса асап тӳснисенчен, ҫӗрле вара хирӗҫ хаяррӑн тавӑрасси ҫинчен шутланинчен нимӗнех те тӗлӗнмелли ҫук. Шарӑх, шӑплӑх, ирӗк вырӑнсем, — вӑл, керлыга ҫине таянса, хуллен кӑна асаттесен ашшӗсен похочӗсем ҫинчен юрлать. Ҫавӑнпа эпӗ кунта пирӗн ҫулҫӳрев ҫинчен тӗрӗсрех отчет парас тесе, тинӗс урлӑ мӗнле каҫса кайни ҫинчен, куллен-кун мӗн пулса иртнипе курнисем ҫинчен ҫыратӑп. Сухаллӑ комендант каланӑ тӑрӑх, самозванецпа пӗрлешме кайма тухнӑ вӑйлӑ отряд тӑракан пӗчӗк хула патне ҫывхарса пыратпӑр эпир. Джемма вӗсем хыҫӗнчен тухрӗ те часах стаканпа гоголь-моголь илсе килчӗ. Амӑшӗ сиксе тӑрса кухньӑналла, алӑк патнелле ыткӑнчӗ, ҫав хушӑрах ҫенӗкре такам хӑвӑрт утни сисӗнчӗ, унӑн куҫӗ хуралса килчӗ, ҫапах та вӑл алӑк сули ҫумне тӗрӗнсе алӑка урипе тапса ячӗ. — Тола, — хушса хучӗ старик. Ку сӑмах тӗлӗнче вӑл ҫав тери арпашса кайрӗ те, хӑйӗн шӗлепки ҫине пырса ларнине те сисмерӗ. Портра яланхи пекех шавлаҫҫӗ. Эпӗ тарӑхрӑм, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӗрхентӗм те. Унӑн куҫҫулӗ таса чӗререн тухрӗ; эпӗ шутланӑ тӑрӑх, вӑл ман аннешӗн куляннинчен ытларах халь хӑй аван мар пурӑннипе, тахҫан, иртсе кайнӑ вӑхӑтра, ӑна лайӑхрах пулнипе йӗчӗ. Ҫынна ҫын ҫиесси хуть те ӑҫтан тухса кайнӑ пултӑр, — пире ҫакӑнта вӑл йӑла пуррине пӗлни те, хамӑрӑн ҫавӑн ҫинчен кӑна шутламалла пулни ҫинчен пӗлсе тӑни те ҫитет! Partie de рlaisir ҫав тери вӑраха пычӗ: сисӗнкӗсӗрех ҫӗрле пулса ҫитрӗ. — Ой, пирӗн хуйхӑ, инкек! — пӑшӑлтатса та ҫаплах аслашшӗ ҫине пӑха-пӑха, чӗтресе каларӗ ӑна хӗр. Хӗвел ҫӳле хӑпарса ҫитсен тин вӑл каллех тӑна кӗчӗ. Эпӗ ялта хуларинчен йӗркеллӗрех, килӗштеререх пурӑнни ҫинчен нумай хут илтнӗ те, вуланӑ та. Сыхӑ пулӑр. Пупсем калаҫҫӗ, юрамасть, теҫҫӗ. Анне вара пӗрехмай шикленет, яланах тухса тарма хатӗр тӑрать. Унтан вӑл тӑна кӗчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. — Тупасчӗ вӗсене, — терӗ Гленарван, — судно путать вӗт, вӗсене кунта хӑварма пултараймастпӑр. Унтан вара эпӗ Триумфальнӑй скверта хамӑр юлашки хут калаҫнине астӑватӑн-и, тесе ыйтрӑм та, вӑл мана самах та каламарӗ. Том урама тухрӗ те ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнталла каяс, ку кун шкула каялла килес мар тесе шут тытрӗ. Унпа ҫамрӑксем ҫеҫ вилеҫҫӗ, пире иксӗмӗре нимле чир те хуҫас ҫук! Вара мана ҫыхрӗҫ те, люка, матроссем патне, антарчӗҫ. Ҫаксене пула эпӗ часрах тухса кайма васкарӑм. Хӑйсен ҫӗршывӗнчен часрах тухса кайтӑрччӗ тесе, патша таврашӗнчисем мана кимӗ юсама тӗрлӗ майпа та пулӑшрӗҫ. Шӑрӑхпа шӑплӑха пула сывлӑш пӗр варкӑшсӑр хытса тӑрать, лӗштӗр кайнӑ ҫутҫанталӑк чӗмсӗрлӗх ӑшне путнӑ… Мотоциклист телеграммӑна ревком председательне Долиннике пачӗ. «Литтерат» е «лонлакей» пурпӗрех. Алӑк уҫӑлчӗ те, Викентипе Натанаил килсе кӗчӗҫ. Кралич игумен патнелле ярса пусрӗ, тутипе ун аллинчен сӗртӗнесшӗн пулса пӗшкӗнчӗ… Каярахпа эпӗ латин чӗлхин профессорӗ Иконин хутне кӗнине, Иконин ун патӗнчех пурӑннине пӗлтӗм. Тӗттӗмленсе килсен Каи-Куму Вайпа Вайкатона юхса кӗнӗ вырӑнтан ҫӗр мильре ҫӗр каҫма чарӑнчӗ. Хам патӑма ҫывхаракан мана килӗшмест; кама кӑмӑллатӑп… вӑл айккинчен пӑрӑнса иртсе каять. …Мӗн пулчӗ мана паян, хам та пӗлместӗп, — пуҫ арпашса кайрӗ, чӗркуҫҫи ҫине ӳксе тархаслама, каҫару ыйтма хатӗр. Ҫук иккен! — Ҫуртпуҫ ҫынни, пӗтӗм хуҫалӑх ун ҫинче, ну — тухса ҫӳреме вӑхӑчӗ те юлмасть… Ҫӳлелле ҫӗкленӗ куҫӗсем ун пӳлӗм стенисем тӑрӑх ӳрек-сӳрӗккӗн сапаланса куҫкаларӗҫ, пӳрнисем сӗтеле хыттӑн тӑкӑртаттарчӗҫ. Эпӗ Белогорск крепӑҫне каятӑп. Хӑйне вӑл Елена Робинзонран кая хумастчӗ те пулӗ, унӑнни пек шӑпа ӳксен, вӑл та хӑйне паттӑр тытасса шансах тӑратчӗ пулас. Вӗсемпе пӗрле халь Паганель кӑна пуласчӗ. Вӗҫне-хӗрне тупма ҫук ҫак сӑртсем хушшинче хӑтӑлмалли ҫула вӑл кӑна тупма пултарнӑ пулӗччӗ… Тата чылайччен ҫакӑн евӗр сӳпӗлтетрӗ Лупояров, тухса кайнӑ чухне тепре килсе ларасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Виҫҫӗмӗш сасӑ уҫҫӑн та татӑклӑн:— Эпир кунта савӑнма… канма пуҫтарӑннӑ… — тесе каласа хунӑ. Грассини патӗнче эпир унпа пӗрремӗш хут тӗл пулсан, эпӗ ӑна ҫиллентермелли сӑмах каларӑм. — Ҫапла сав. Сана эпӗ виҫӗ колхоз паратӑп, унта пӗр эрне пек пурӑн, ҫынсемпе калаҫ, пулӑш вӗсене. Эпӗ хамӑн тарҫӑна малтан янӑччӗ, хам вара ҫитес ирхине каяс тесе шутланӑччӗ. Анчах Каса-дель-Корвӑра пулса иртнӗ ӗҫ мана кайма васкатрӗ. Обердоферпа тӳлесе татӑлсан, эпӗ тухса кайрӑм. Конституцисене буржуаллӑ ҫӗршывсенче пур чухне те капитализмлӑ йӗрке ӗмӗр ҫирӗп тӑрасса ӗмӗтленсе ҫыраҫҫӗ. Вӑл ӑна хыпаланса уҫрӗ те ҫапла ҫырнине вуларӗ: «Государӗмӗр Владимир Андреевич, — эпӗ, санӑн ватӑ няньку, аҫӑвӑн сывлӑхӗ ҫинчен сана пӗлтерме хӑятӑп. Том вӗсене пит ҫыпӑҫуллӑ сӑмахсемпе тав турӗ те, юлашкинчен, ӳкӗте парӑнса, пӳрте кӗчӗ; кӗрсенех вӑл хӑй Огайо штатӗнчи Хиксвилран килнине пӗлтерчӗ, Вильям Томсон ятлӑ терӗ, вара татах пуҫ тайса илчӗ. Кунтан Алтӑнӑвӑ ялне ҫитесси пӗр сехет, пӑшалпа пенине те никам илтес ҫук. Пӗрле кайӑпӑр-и, Риварес? — Ҫук, пӗччен кайсан лайӑхрах пулӗ. Ӑҫта курнӑҫӑпӑр-ха эпир? Лешӗ те палласа илчӗ ӑна, палласа ҫеҫ мар, хавасланчӗ те: Санин ӑна ҫамрӑклӑхпа ҫамрӑк чухнехи ашкӑнусене аса илтерчӗ. Кашни прокламациех пасарта, лавккасенче, прислугӑсемпе ремесленниксем хушшинче нумай калаҫтарчӗ; хулара пӗр-пӗр ҫынна тӗрмене тытса каймассерен ҫав ҫынна мӗншӗн тытса кайни пирки шикленсе, иккӗленсе, тепӗр чух ӑнланса илмесӗрех ун майлӑ пулса калаҫаҫҫӗ. — Эсир чылайӑшӗ тума хӑюлӑх ҫитереймен ӗҫе турӑр тата ытти чылай шанчӑклӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен аванрах турӑр, — тенӗ Ливингстон Стэнлие. Ун ҫумӗнче чирлӗ те пит типӗ Петӗр эртелре вуҫех те ытлашши ҫын пек туйӑнатчӗ. Хӑй вӑл пуян та мар, чаплӑ ҫын та мар, ӑслӑ та мар; пансионра имшер те ухмах ачаччӗ, ыйӑх чӑпти те упшурччӗ — ячӗ те ун «сӗлекеччӗ». — Эсӗ мана итлетӗн-и, ҫук-и? — ҫав тери тарӑхса кайса ыйтрӗ Разметнов. Грушницкий кӑмӑллӑн кулса ячӗ. Унта Бенедисите, Вуникӗ дружинӑн начальникӗ, хуҫаланать. Йывӑҫсем хушшинче пӑшалсем хӗлхем сирпӗтме пуҫларӗҫ, пульӑсем штукатуркӑна хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑлараҫҫӗ. Панкратов илсе килнӗ кантӑк мӗскӗнӗн чӑнкӑртатса ванма тытӑнчӗ. — Ҫапла пулмасӑр! — Сывах-ха, хӑвӑр мӗнле, Иван Павлыч! Часрах каймаллаччӗ… Иван, хӑвала эсӗ, хӑвала! Епле нуша тусетпӗр эпир, ҫурма ҫара уран та ҫурма ҫарамас ҫӳретпӗр, хамӑр ҫапах шӑла ҫыртсах ӗҫлетпӗр. Ав, мана хирӗҫре Николаев ларать. Халӗ ӗнтӗ пурте пӗтнӗ, текех ӗнтӗ пирӗн хушӑмӑрта нименех те пулас ҫук, тӗл пуласса та эпир ют ҫынсем пекех тӗл пулӑпӑр. — Мӗн тӑвӑн-ха, Джим! Тӗрлӗ чикӑл-макӑльсем тума вӗрентӗм. Ҫакнашкал ӑнӑҫсӑр ҫула эпӗ нихӑҫан та курман. Акӑ тата О`Брайен та вилчӗ — вӑл чӑннипех те вилнӗ вӗт-ха? Пурте Кирияк енне пӑхрӗҫ. Унӑн тӑванӗсем, пӗр килӗллӗскерсем, уншӑн кӗл туман ҫеҫ, ӑна курсан аякранах ҫӗлӗкӗсене хывнӑ, унпа мухтаннӑ. — Кӑмӑл тусамӑрччӗ! Ун умӗнче тӑвӑр типӗ вар тӑсӑлса выртать, вар тӗпӗнче, вӗтӗ чулсем ҫийӗн, тӑрӑ шыв шӑнкӑртатса юхать. Унтан вара ҫапла каласа панӑ: — Октябрӗн 20-мӗшӗнче эпӗ, вуникӗ сехетре, дежурствӑра тӑнӑ чух, Монмартр урамӗнче пӗр ҫынна асӑрхарӑм, разносчик пулчӗ пулас. Пӗчӗкҫеҫ урапапа хӑй. 328-мӗш номерлӗ ҫурт умӗнче тӑрать. Урамра чарӑнса тӑма юраманни-мӗнне уяман пирки, вӑл ҫула пӳлсе хучӗ, ҫавна пула экипажсен пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе тӑма тӳр килчӗ. — Мӗншӗн вӑй ҫитнӗ таран ӗҫлеместӗн? Эсир ирсӗррӗн улталанӑ мана. Вӑл дворникрен васкасах уйрӑлса кайрӗ те, тепӗр темиҫе минутран, ниҫта кайма пӗлмесӗр, каллех ашшӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ, унта, хӗрарӑм-манах вырӑнне тӑрса, псалом вулама тытӑнчӗ. Унтан вӑл иртнӗ каҫ Андрия таборта темле хӗрарӑмпа курнине аса илчӗ те пуҫне чикрӗ; ҫапах та вӑл ҫакӑн пек мӑшкӑл ӗҫ пулассине, тӑван ывӑлӗ тӗне те, хӑйӗн чунне те сутнине ӗненесшӗн пулмарӗ. Выртма юрамасть. — Пирӗн Гурка лешсем ҫине перет, — терӗ вӑл, пуҫӗпе пӑшал пенӗ еннелле кӑтартса. Тата темиҫе ҫекундран палуба ҫине Гленарван, Джон Мангльс, Элен хыпаланса тухрӗҫ. Пӗр сехетчен — астӑвӑр, тек кӗтместӗп. Те сунара ҫӳренӗ чух суранланнӑ ӗнтӗ вӑл, тен, сунара ҫӳренӗ чух та мар пулӗ. Вӑл мӗнле вилнине пӗлсе илме пулатчӗ-ха, — сылтӑм аллине аяккинелле тӑснӑ, хӑй темӗн итлесе тӑнӑ пек. Ҫынни темиҫе кун хушши вир пӗрчи те ӑша яман, а эсӗ чӑмӑрла… — Э, мисс Луи, — терӗ вӑл, — хайхи пире хура прерире пӑчӑхса вилесрен ҫӑлнӑ ҫамрӑк господин ҫавӑн пек ятлӑччӗ вӗт! Ҫыран енчен куҫкӗски пек шыв йӑлтӑртатни курӑнать-ха, леререх тата, тепӗр енчерех, эрӗмлӗх пуснӑ та куҫ виҫсе илейми кӗрен пӑр хирӗ палӑрать. Эпӗ сире юратмастӑп, тата нихҫан та юратма пултарассӑм та ҫук пулӗ. Хавра тӗтӗмӗ — акӑ хула чунӗ; тӗтӗм тата аташу. Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех… Эх, ҫил-тӑман, пӑх-ха эс ӑна, мӗнле ҫавӑрттарать! Улашка малалла ҫӗмрен пек вирхӗнсе пычӗ. Халлӗхе вӑл курмасть, анчах ӑна часах сыватасси ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Халл капитан пурне те шута илчӗ. Ҫырать тата хӑй», тесе вӑрҫнӑ. Ҫывӑракан ачине савӑнса пӑхакан амӑшӗн те куҫӗсем ҫавӑн пек ачашшӑн пӑхайман пулӗччӗҫ. Симурден куҫӗсенче, тен, хӑй шутланинчен те ытларах ачашлӑх пулнӑ пулӗ. Хирсене таптаса ҫаратнӑ. Ӑнлантӑр-и эсир мана? Егорушка васкамасӑр тухрӗ те чиркӳ умӗнче уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. Ӑҫта каяссине пӗлнӗ вӗт? Линейка хускалсан, анне, «сунара ҫӳремелли лаша» ҫине кӑтартса, чӗтревлӗ сасӑпа:— Ку Владимир Петрович валли-и? — тесе ыйтрӗ лавҫӑран. — Ҫиткеленӗ вӑл пирӗн пата, кӗнекисем те ҫиткелетчӗҫ. — Анчах эпӗ киле каятӑп, — терӗ малалла Аркадий. Вулакан ун ҫинчен тепӗр сыпӑкра тупӗ. Анчах мана хӑна кӗтсе тӑратчӗ, чӑнах та вӑл хам кӗтмен хӑначчӗ, ҫапах та хӑначчӗ. Санин ун патне хӑвӑрт утса пычӗ те ун аллине чӑмӑртарӗ. Ҫав ҫырусем темле хамӑн дневник евӗрлӗ пулса тухрӗҫӗ, ӑна эпӗ хам валли тесе мар, Катя валли ҫырса пырсаттӑм. — Ҫитес эрнере лартма кирлӗччӗ те. Ҫырма тӗпӗнче сӗм-тӗттӗм, чӑнкӑ ҫырана уйӑх ҫутатать. Мана ҫак экспедици кӑмӑла каймасть. Гленарван, апла мар тесе, пуҫне силлерӗ. — Мучи, — чӗнчӗ вӑл Пантелее. Магала сӑмсахӗ патне ҫитеҫҫӗ, вара ӑна тӗплӗн сӑнанӑ хыҫҫӑн пӗр шухӑш патне пырса тухаҫҫӗ: Танганьика кӳллинчен шыв Луалабӑн пӗр юппине юхса тӑрать. Кулленхи ӗҫсем пирки ытла палӑртмасӑрах калаҫма тытӑнчӗҫ — Соколов тухтӑр ҫинчен те сӑмах сӳтӗле пуҫларӗ. — Ну, — терӗ вӑл уҫӑмсӑр сасӑпа, — Алексей Иванович, йӗркеллӗн килсе ҫитнӗ ятпа. Чӑрӑш хыҫӗнчен сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Пылчӑкӗ вӑл паллах, хӑрушӑ мар-ха, анчах инкек вӗт-ха — хамӑрӑннисенчен татса хӑварчӗҫ! «Ро-ота, пли!» — пулчӗ те, хайхи, калпак… Тӗрӗссипе каласан, унта шыв нихӑҫан та пулман, Меркурий ҫинчи вӗрипе вӑл пулма та пултарайман. Андрий вӗҫӗмсӗр пульӑсемпе хӗҫсем шӑхӑрнин музыкине итлет. Санин пуҫӗ чӳрече янаххипе шай пулчӗ; вӑл ирӗксӗрех чӳрече янаххи ҫумне ҫыпҫӑнса тӑчӗ, Джемма вара аллисемпе ун хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ те, кӑкрипе ун пуҫӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, господасем, кун пирки эсир мӗн шухӑшлатӑр? Пӗр самантрах вӑл картишнелле чупса тухрӗ те индеец пек, урнӑ манерлӗ хӑтланма тапратрӗ: кӑшкӑрашрӗ, ахӑлтатса кулчӗ, арҫын ачасем хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, шикленмелле хӑрушшӑн хӳме урлӑ тапа-тапа сикрӗ, пуҫхӗрлӗ утса ҫӳрерӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен паттӑрла ӗҫсем туса хӑтланчӗ, хӑй пӗрмаях Бекки еннелле пӑхкаларӗ — вӑл пӑхать-ши, пӑхмасть-ши тесе шухӑшларӗ. Ашшӗ, кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи ялсенче пурӑнакан ытти пиншер улпутсенчен нимпе те уйрӑлса тӑманскер, кӑмӑллӑ, пит ырӑ чунлӑ ҫын пулнӑ, рабочисене лайӑх пӑхнӑ, армансем юсаттарма е ҫӗнӗрен тутарма пит юратнӑ. Зинаида манпа кушак шӑшипе вылянӑ пек вылятчӗ. Вӑл ӑнсӑртран хӑй вырӑнӗнчен уйрӑлни, тарса урӑх тумтирпе пӗр чухне чиновник пек пулса, тетӗр чухне хӑй пекех ҫӳрени эсир тухатнинчен е сирӗн ӗҫпе хӑтланакан ытти ҫынсем тухатнинчен килнӗ. Манӑн ҫак юлашки класа пӑхмалла, эпӗ — шкула юсас пирки. Хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче Монтанелли сасси илтӗнсен ҫеҫ вӑл вулама чарӑннӑ. Е манӑн чӗрене чул муклашкинчен туса янӑ-и? Акӑ тинех хӗр-манаха пит лайӑх шухӑш йӑпатса илчӗ, ҫак шухӑш каҫхи кӗлле ирттернӗ чух ун пуҫне кӗчӗ. Халӗ ӗнтӗ акӑ пире черет ҫитрӗ, никам та пӗлеймӗ эпир мӗнле вилни ҫинчен. Ачасем хӑйсен мӗншӗн хыпаланмаллине пӗлесшӗн пулчӗҫ. — Анчах Англи посланникӗ Британи ҫыннине ним айӑпсӑрах ҫавӑн пек мӑшкӑллама ирӗк парӗ-и вара? Эпӗ ытла та лӑпкӑ; йӑл-йӑл кулса, вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа итлетӗп, хисепе хурса квас пама ыйтатӑп, эпӗ апат ҫинӗ чух каланӑ сӑмахсене Сен-Жером тӳрлетнипе килӗшрӗм, вӑл каланӑ тӑрӑх, je puis, чем je peux тенинчен илемлерех. Пӗрре эпӗ старике: хӑшпӗр чухне эпӗ сан сӑмаххусене тетрадь енне сырса хуратӑп, унта эпӗ тӗрлӗ стихсем, кӗнекесенчи сӑмахсене ҫырса хунӑ, терӗм. — Ытлашшипех мар. Пурне те каласа пӗтертӗм. Пуҫне пӑркаласа, шӑл витӗр хуллен шӑхӑрса илнипе ҫеҫ Левко хӑй тӗлӗннине палӑртрӗ. Вӑл утать, шӑвать, йӑвана-йӑвана та ӳкет, анчах тӗлӗнмелле ҫирӗп ӗмӗтне ҫухатмасть. Ватӑ Хӗрлӗ Тӑрна ун патне пӗшкӗнсе, савӑнса ҫапла каланӑ: — Ку Кроу йӑхӗнчи ҫар ҫынни. Ҫапах та налётсем вӑхӑтӗнче никам та тармасть, сапаланмасть, кашниех ҫак хӗвӗшӳре ирӗк хушӑк тупма тата ыттисенчен иртсе, малалла хӗсӗнсе тухма тӑрӑшать. Хӑрушӑ-ҫке ҫак сӑмахсене илтме: чӗрӗ ҫын хӑй вилни ҫинчен ӗнентерсе калать. Итлӗр, тусӑмсем! Чӗлхесӗр чун. Пурин ҫинчен те пӗр харӑсах калаҫрӑмӑр эпир: Энскран Шанхая (ӑна ун чухне халӑх ҫарӗ илнӗччӗ кӑна-ха), Шанхайран Мускава, манӑн шкула, маннинчен Петькӑнне сиксе ӳкрӗмӗр. Алвиш караванне сыхласа пыракан салтаксен отрячӗ — тара кӗрӗшнӗ Африка ҫарӗн пӗр тӗслӗхӗ. — Любишкин ура ҫине тӑчӗ те алӑк питӗрмелли питӗ тачка юман кӗлене силлесе кӑтартрӗ. Егоровна унӑн ячӗпе пупа тата пуп таврашӗсене виле пытарнӑ хыҫҫӑнхи апата пыма чӗнчӗ. Ҫамрӑк улпутӑмӑр ку апатра пулма кӑмӑл тумарӗ, тесе пӗлтерчӗ вӑл вӗсене. Тахҫантанпах пыракан феодалла харкашу, чухӑнсене кураймасӑр пурӑнас йӑла, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи хаярлӑх, государство интересӗсене шута илесси, ваттипе ҫамрӑкки хушшинче килӗшмелле мар хирӗҫле идейӑсем пур тени, — ҫаксем пурте пурӑнма ҫеҫ пуҫланӑ ҫамрӑк чунсем умӗнче пӗтӗмпех арканса кайрӗҫ. Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать. Интересленсех пӑхрӑм эп ун ҫине… — Мӑшӑрлану ҫинчен ун пек шутлакансем чи кирлине пӗлмеҫҫӗ: юратусӑр авлану — авлану мар, мӑшӑрланӑва юрату кӑна хисеплӗх парса тӑрать, чӑн-чӑн таса авлану юратусӑр нихҫан та пулмасть. Эпӗ ҫавна пӗлетӗп, хам тӗлти пӗлӗте курнӑ пекех, лайӑх туйса тӑратӑп. — Манӑн ҫар погромсемпе хӑтланмасть. Ман куҫ умӗнчех Хорь ӑна хӑйӗн тин ҫеҫ илнӗ лашине витерен ҫавӑтса тухма хушрӗ, Калиныч вара ватӑ ҫын ыйтнине тӳрӗ кӑмӑлпа турӗ. Вӑл, Иван Игнатьича чӗнсе илсе, хӑйне канӑҫ паман вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме шут тытнӑ. Пӗтӗм пичӗ-куҫӗпе хӗрелсе кайса, ун ҫинчен пурне те ыйтса пӗлме тӑрӑшать! Манӑн сӑмахӑм тӗлсӗр пулас ҫук ҫав! — тет те, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине тӗссӗрленнӗ, савӑнӑҫлӑ пӗчӗк куҫӗсемпе пӑхса илет, калавӗ епле витӗмлӗ пулнине чухлакаласа тӑрать. Манол мучи хӑй ывӑлӗпе савӑнма пултарать, тесе шухӑшларӗ вӑл. — Мм… Манӑн агентсен хыпарлавӗ: хирӗҫ тӑру ҫӗклемешкӗн ҫӗр-шывра кирлӗ чухлӗ мускул ҫук. Акӑлчансем Африкӑна шаларах та шаларах кӗрсе пыраҫҫӗ. Динго сылтӑм урипе йывӑҫа тӗреннӗ те ҫулҫӳревҫӗсене ҫак саспаллисене кӑтартать пек туйӑнать. Эпӗ сирӗн аҫӑра пӗлетӗп, ун валли нумай хутчен купӑс каланӑ. Тен — вӑл хӑй кулӑшла пуласшӑн пулӗ… Пуринчен часрах ку сасӑ… — Усал-тӗсӗлпе тупа тӑватӑп, ку Бен Ганн сасси! — тесе ахӑрса ячӗ Сильвер. Де-Лантенакпа Симурден аббата ҫынсем иккӗшне те пӗр пекех курайман: роялистсем — Симурдена, республиканецсем — Лантенака ылханнӑ. Вӑл ӗнтӗ пит те аван, мӗншӗн тесен пире кунта та, ытти нумай ҫӗрти пекех, шанчӑклӑх кирлӗ, ҫирӗплӗх, уҫӑмлӑх кирлӗ. Кӗрӗслетӳ-кӗмсӗртетӳ витӗмӗпе Тума чӗтренет. — Унтан ман еннелле лӑпкӑн ҫеҫ ҫаврӑнчӗ те ҫапла ыйтать: — Эсӗ илтрӗн-и мӗн те пулин? Киле каяс килмест!.. Пӗрремӗшӗ — Пойндекстерӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ, тепри — унӑн хӗрарӑм-чури. — Калатчӗ-и сана аҫу — вӑл ӑслӑ старик, ӑна итлес пулать, тесе? Лармастӑн-и? — Акӑ пӑртак кӑна вӑй илетӗп те, эпир кукамайпа ҫийӗнчех кунтан тухса каятпӑр. Таупо кӳллинчен тухнӑранпа океан хӗррине ҫитиччен ҫурри пулчӗ ӗнтӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем чӑнах та ывӑннӑ, анчах ун вырӑнне вӗсене ҫул ҫинче пӗрре те йывӑр пулмарӗ. Тӗлӗнмелле старике курсан, джентльмен ӳсӗрсе илчӗ те куҫлӑхне тӳрлетрӗ: — Ырӑ ҫыннӑм, каласа памӑн-ши эс мана, ҫак дача хуҫине ӑҫта тупма пулать? — ыйтрӗ вӑл. Эппин, гарпун унне пурнӑҫшӑн кирлӗ органӗсене нихӑшне те амантман. Ҫак ҫемьери штыксенчен пӗри унӑн, Сережӑн. Анчах, шел… Ӗлӗкхи пек пӗрре хӑналанӑттӑмӑрччӗ те… Унтан тухтӑр хӑй те тӗлӗрме пуҫлать. Шурӑмпуҫсӑр кун тӳрех пуҫланчӗ. Ҫара урисем ҫине сивӗ шыв тӑка-тӑка, ачасем картишнелле чупса кӗреҫҫӗ те, витресене юман каткана пушатса, пӗр тӑхтамасӑр каллех пусӑ патнелле ыткӑнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ хуҫипе пӗрле таҫта Кама ҫинелле кайнӑ чух, вӑл Фомана:— Сывӑ пул, савнӑ этем! — тесе хӑварнӑ. Наталья пӑр ҫинче выртнӑ пек, асӑрханса месерле ҫаврӑнса выртрӗ те ӑшӑ питҫӑмартипе упӑшкин хулпуҫҫине сӗртӗнчӗ. Ку эсэсовец ҫӗҫҫи пулнӑ, ӑна авалхи нимӗҫсен хӗҫӗ евӗрлӗ тунӑ, унӑн хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ аври ҫине эсэсовецсен кӗмӗл значокне касса кӗртсе лартнӑ. Эпӗ хирте хӑй тӗллӗн ҫитӗнекен кантӑр татрӑм, ҫав кантӑр сӳсӗнчен ҫип майне килекен япала хатӗрлерӗм, ҫавӑнтан вара тӳшек пичӗ тӗртрӗм. Луиза ҫавӑн пек тӳрех пӑхӑнни ӑна пӑртак хӑратса та илнӗ. Пухӑнса килнӗ ҫиллине пӗтӗм вӑйӗпе пусарса, вӑл лӑпкӑн:— Пӑрах ашкӑнма, Луша! Хӑвар мана пӗчченех. Луиза унӑн ура сассисем коридорта илтӗнми пуличченех итлесе тӑнӑ. Чун-чӗринче тата унӑн ӗлӗкхи, ача чухнехи, текех ӗнтӗ каялла нихӑҫан ҫаврӑнса килеймен ҫакнашкалах ялтӑр ҫуркуннесем тӗлӗшпе кӗвӗҫӳллӗреххӗн тунсӑхлани те, хӑйӗн таса, ачаш чеченлӗхлӗ иртсе кайнӑ кунӗсене шӑппӑн, ним ҫилӗсӗр ӑмсанни те пурччӗ. Эсӗ манран уйрӑлса тарасшӑнччӗ-и? Елена ун ҫине сисӗнкӗсӗр пӑхрӗ те ҫийӗнчех хӑйне пӑшӑрханман пек, лӑпкӑ пек тытрӗ; Хӗвелтен ӳкекен ҫутӑпа кӑна ҫутатакан пӗлӗтри япаласене планетӑсем теҫҫӗ. Павка ҫакланнӑ вӑлтине ярса илсе карт туртрӗ те ҫул ҫине сиксе тухрӗ. Лару-тӑру чӑтма ҫук хӑрушӑ, ҫапах та Дик хастарлӑхне ҫухатмарӗ. Виҫӗ уйӑхран вӑл икӗ станока та пӑхса пыма тытӑнать, пӑртак каярах — виҫҫӗпе ӗҫлет, унтан тӑватӑ станокпа ӗҫлеме тытӑнать. Амӑшӗ те хӑвӑрт ун еннелле ҫаврӑнса кӑшкӑрса ячӗ: курӑк ҫинче выртакан ача, шуранкаланнӑскер, йӑлтах тӑнран кайнӑ. — Мана кӗтсе тӑракан пӑяв йӑлмакӗпе эсир мана пама пултарайман ирӗклӗх хушшинчи ҫӑмӑллӑх кирлӗ, сэр. Ҫавӑн чухне вӑл мантан пӗр-ик ҫул аслӑрах, ҫаврака куҫлӑ ачаччӗ; ҫивӗчскер, ӑслӑ та тӳрӗскер, вӑл пултаруллӑ пулнӑччӗ: кайӑксене кушаксемпе йытӑсене аван ӳкеретчӗ тата мастерсем ҫинчен карикатурӑсем тӗлӗнмелле вӑрт-варт туса хуратчӗ, яланах вӗсене кайӑксем пек ӳкеретчӗ: Ситанова — хӑрах ура ҫинче тӑракан хуйхӑллӑ шыв чӑххи пек, Жихарева — пуҫ тӳпинче тӗксем ҫак тата кикирикне татса илнӗ автан пек, чирлӗ Давидова — хӑрушӑ текерлӗк пек шутлаттӑм. — «Fevral», — терӗ вӑл пӗрре, вара ҫак сӑмахпах пирӗнпе сывпуллашрӗ те Рейкиявике тухса кайрӗ, унта вӑл тӗрӗс-тӗкелех пырса ҫитнӗ. Ҫӳҫӗ вӑрӑм унӑн, таса мар, тӑрмаланчӑк, лапсӑркка пайӑркисем усӑнса аннӑ, вӗсем витӗр, тӗмсем хушшинчен пӑхнӑ пек, куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Тинӗс хӗрринчи урамра сӑрӑ шинеллӗ салтаксем, хура тумлӑ матроссем, ула-чӑла тумлӑ хӗрарӑмсем кӗшӗлтетеҫҫӗ. Вӑл урама тухрӗ те, ҫынсем тем пуласса кӗтсе калаҫнӑ сасӑсем пӑлханса кӗрленине илтсен, чӳречесенче, хапхасем умӗнче — пур ҫӗрте те унӑн ывӑлӗпе Андрей ҫине тӗлӗнсе пӑхакан ҫынсене курсан, унӑн куҫӗ умне темле тӗтреллӗ пӑнчӑ тухса тӑчӗ, ҫав пӑнчӑ тӗсне улӑштарса, пӗрре ҫутӑ симӗс, тепре пӑтранчӑк кӑвак пулса, сулкаланса тӑчӗ. Хальхинче эпир ун патне кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ хушшинчен пытӑмӑр, пӗр евӗрлӗ курӑнакан сӑртсем те пире хальхинче урӑхларах пек, хамӑр кӗтмен пек курӑнатчӗҫ. Унта эпӗ суд пулассине кӗтсе вунпӗр уйӑх лартӑм, хам ҫинчен, хамӑн иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен тӗплӗн шухӑшласа, йӑлтах ӑнлантӑм. Акӑ ҫакна эпӗ ыталас ҫук. — Ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫинчен ҫырсан питӗ аванччӗ, — сӗнчӗ Аннушка. Вӑл мӗскерли, мӗнпе пурӑнни, унӑн мӗн таран тӗрекӗ тата ҫапӑҫмашкӑн вӑй-хӑвачӗ пурри кунта лайӑхрах курӑнать. — Пичче, сана ӑҫта персе ӳкерчӗҫ? — Ҫавӑ ҫав. — Эпӗ петӗм, — терӗ граф, — халь те тем пекех турра тав тӑватӑп, тивертеймерӗм; вара Силвио (ҫав вӑхӑтра вӑл калама ҫук хӑрушӑччӗ), Силвио ман ҫине тӗллеме тытӑнчӗ. Отлив пуҫлансанах «Дунканӑн» хӑватлӑ гудокӗ кӑшкӑртса сывлӑша кисретрӗ, канат вӗҫӗсене илчӗҫ те, пристань ҫумӗнчен тапранчӗҫ. Анчах тарса пулмарӗ пирӗн. Ку вӑл «мазика» вӑхӑчӗ — Вӑтаҫӗр Африкӑри ҫумӑрсен иккӗмӗш тапхӑрӗ иккен. — Ҫапла, — йӑл кулчӗ старик, — эппин, эрехрен вӑйлӑ йӗкӗт ҫуках иккен? Саманасем улшӑнчӗҫ, Юрко-бандуриста вакланӑ пек, халь ӗнтӗ суккӑрсене ҫӗрлехи тытӑҫусенче турамаҫҫӗ тесе ҫилленеттӗн эсӗ; санӑн, Егорӑнни пек, никама ылханмалли те ҫуккишӗн кӳренеттӗн, анчах ху, ҫак суккӑрсен телейлӗ шӑпине туртса илнӗшӗн хӑвна ҫывӑх ҫынсене ӑшра ылханаттӑн. Вырӑнти влаҫсен майрисем, шыв хуҫисем теес пулать ӗнтӗ вӗсене, кӑмӑллӑрах; вӗсен лорнетсем пур, мундир ҫине пӑхсах каймаҫҫӗ вӗсем. Ху ҫине пӑх-ха: сӗтӗрӗнчӗк йыт аҫи пек, пӗтӗмпех куршанакланса пӗтнӗ! Ҫук, ҫук, Эпӗ мар кусем. Вӗсен пӑшалӗсем хуҫлатнӑ алӑсенче кӗпҫипе малалла выртнӑ. Вӗсем Вутлӑ Ҫӗрпе Штатсен Ҫӗрӗ хушшинчи Лемер проливӗнчен тухаҫҫӗ те, 1616-мӗш ҫулхи февралӗн 12-мӗшӗнче чапа тухнӑ Горн сӑмсахӗ тавра ҫавӑрӑнса каяҫҫӗ. — Виҫӗмкун кӑнтӑрла, апат умӗн, ун патне темле икӗ ҫын килчӗҫ, ун ҫӗршывӗнчен пулас. — Ҫавӑ. Воропаев шинельне хыврӗ. Паян вырсарникун! Ҫавӑ вара часрах тумланса пӗтермешкӗн, ҫавӑнпа пӗрлех тата калаҫса та пӗтермешкӗн ҫителӗклех лайӑх сӑлтав пулнӑ, ун малалла калаҫасси килмен. Фёдор строительсене чугун ҫула срокра — январӗн пӗрремӗшӗнче туса пӗтересси ҫинчен каласа пачӗ. Том Алвиша ӑнланчӗ: пӗр утӑм маларах ярса пусрӗ те, юлташӗсемпе хӑй ҫине кӑтартса:— Эпир ирӗклӗ ҫынсем! Эпир Пӗрлешӳллӗ Штатсен гражданӗсем! — терӗ. Пӗри, хӑйӑлтатаканни, пит те пӑлхавлӑн каласа пӗлтерчӗ: — Ак ҫак тата ак ҫак ҫулсем тӑрӑх, Большое Горохово ялӗпе Красновоздвиженски масарӗ патнелле таттисӗрех грузовиксен колоннисем пыраҫҫӗ, — пурте пӗр еннелле, фронталла кайни палӑрать. Ҫапах та эпӗ кӗрешрӗм-ха, эпӗ хама: пурнӑҫӑмӑн чун патӗнчи интересӗсене нихҫан та ӑнланма пултарайман хӗрарӑма юратма пулать-ши вара? тесе каларӑм. Ҫитменнине тата ачи-пӑчине те уксахах ҫуратса тултарӑн… Вӑл яш каччӑлла ҫип-ҫинҫе, шурӑ-кӑвакрах. Ку — ыйхӑ витӗр ӗмӗр-ӗмӗр кулакан, ларакан, мӑкпа витӗннӗ, йывӑр кӗлеткеллӗ Магацитл ӗлкипе танлаштарсан. Хӑрушла хытӑ хӗнесе тӑкнӑскер, пӗтӗмпех ҫапса кӑвакартса, чӑрмаласа, юнӑхтарса та шыҫӑнтарса пӗтернӗскер, вӑл сулланкаласа, такӑна-такӑна уткаласа пырать. Вӗсен халӑхӗ ҫавӑн пек, вӑрҫмасӑр тӑма пултараймасть! — Эрех-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Мӗнех, кӗрт ӑна кунта. — Ия… анчах хӑҫан та пулин урӑх чухне кала. Юрататӑп, юрататӑп, юрататӑп эпӗ сире — урӑх манӑн нимӗн те ҫук — пуҫра та, чӗрере те! — Сан пирки эпӗ ак мӗн каласа патӑм: эсӗ Европа тӑрӑх утса тухни ҫинчен, лагерьсенче нимӗҫсемпе епле ҫапӑҫни ҫинчен, ҫак мӗнпур йывӑрлӑхсене пула, тӑшмана мӗн тери курайми пулни ҫинчен. Вӗсем Рио-Гуэзос шывне ҫаплипех каҫса кайрӗҫ, темиҫе миль кайсан Рио-Шапалеоф урлӑ та шыв ҫинченех каҫрӗҫ. Воропаевпа унӑн пӗтӗмпех татӑлчӗ-и? Халӗ ӗнтӗ ҫав хутсем сире юрарӗҫ. Шӑлнӗ сасартӑк хӗрелсе кайса нимӗн калама аптӑраса тӑчӗ. Хуларан сыщиксем ярса пачӗҫ, вӗсем кӗтессенче тӑрса, фабрикӑран апат ҫиме таврӑнакан, унтан каялла каякан рабочисене, савӑнӑҫлӑн та хаваслӑн утаканскерсене, куҫӗсемпе хыпашлаҫҫӗ. Ку ун ашшӗпе тӑванӗн ывӑлӗ Кассий калаҫнӑ: вӑл халӑх ушкӑнне тем ҫинчен каласа ӗнентернӗ, тем кала-кала кӑтартнӑ. Капла вӑл ӗҫлет, темиҫе пинлӗх усӑ кӳрет. Макҫӑм пӗрре пӑхсах ӑнланчӗ: час туякан чӗреллӗ ача, хӑй суккӑр пулин те, юрӑри поэзилле сӑнарлӑха туйса ӑнланатех. Шубин картишӗнчен тухрӗ. Унтан — заводсене. — Мӗншӗн салхулантӑр эсир, Корчагин юлташ? Чирлисенчен никаман та сухал пулман. Анчах Комиссар, темшӗн, пурне те «сухал» тесе чӗннӗ. Ку унӑн кӳрентермелле мар, хаваслӑ пулса тухнӑ, ҫавӑн пек шӳтлесе чӗннипе пурин те кӑмӑлӗсем ҫӗкленнӗ. Ӑна халь пӗтӗмӗшпех пӗр хӗрӳ туйӑм тыткӑна илчӗ, ҫак юлашки кунсенче хӑйне пӗрмай ҫапӑҫӑва чӗнекен туйӑм. — Ҫапла, эпӗ колхоз тыррине ҫунтарса ятӑм! — Мӗн тӑватӑр-ха эсир кунта? — Ҫакӑн пак сӳпӗлтетни мӗне кирлӗ-ха? — терӗ ӑна хирӗҫ Лантенак. — Шуйттан мӑйраки еннелле, ӑҫталла вӗҫсе кӗтӗмӗр эпир — нимӗн те ӑнланмастӑп та, тӗшмӗртместӗп те. Ял Юлашки сулӑсем те анаталла юхса кайрӗҫ ӗнтӗ. — Пӗҫертетӗп те, ан тив тӑна кӗччӗр! Акӑ мӗн пирки эсир колхоза хирӗҫ тӑратӑр: хӑвӑр ӗнӳ хыҫӗнчен тата шӑнкӑрчӑ вӗлли пек килӗр-ҫуртӑр хыҫӗнчен ҫутӑ тӗнчене курмастӑр. Манкаллӑ пулин те — хамӑнах-ҫке-ха. Тусем йӑсӑрланаҫҫӗ. Туратсем ҫӑтӑр-ҫатӑр хуҫӑлни ҫеҫ илтӗннӗ. Мӗншӗн-ха пирӗн ӗмӗрте мӗнпурри те виҫӗ тӗрлӗ ҫынсем кӑна: пӗрисем — чапа е мухтава тухас кӑмӑла пулма тивӗҫ факт вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ӑна тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна пула ӗнтӗ вӗсем ку кӑмӑла ирӗклӗнех пӑхӑнаҫҫӗ; теприсем ку кӑмӑла ниепле майпа сирсе яма май ҫук инкек вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем — хӑйсем чухламасӑр-тумасӑрах, вӑл кӑмӑлӑн чурисем пулса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн-ха Гомерсемпе Шекспирсем юратупа мухтав ҫинчен, асапсем ҫинчен каланӑ, а пирӗн ӗмӗрти литература «Снобсемпе» «Чапа е мухтава тухас кӑмӑлӑн» пӗр вӗҫӗмсӗр повеҫӗ кӑна-ха? Кун каҫиччен эпир питӗ ывӑннӑ, апла пулин те капитан икӗ ҫынна вӑрмана вутӑ сӗтӗрме ячӗ тата икӗ ҫынна Редрэт валли шӑтӑк чавма хушрӗ. — Вуласа тухсан — иккӗмӗш пайне парӑп пурӗ тӑватӑ пай… Ҫара ҫерҫисем ачасем хыҫҫӑн нумайччен хӑваласа пынӑ. Анчах тарса хӑтӑлаканӗсем кашни минутрах ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫӗнӗ те ҫӗнӗ шӑтӑксене пӑрӑнса кӗре-кӗре кайнӑ. Ҫапла вара юлашкинчен ҫав усал чӗрчунсенчен хӑтӑлнӑ. Ҫапла каласа вӑл площаделле кайрӗ. Мӗнпур ҫынсем паҫӑрах унта пуҫтарӑнма пуҫланӑччӗ. Кусем те, лешсем те ӑна мӑнкӑмӑллӑ тесе шутланӑ; кусем те, лешсем те ӑна калама ҫук лайӑх аристократ манерӗсемшӗн, унӑн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен илтӗнекен хыпарсемшӗн, вӑл питӗ лайӑх тӑхӑннӑшӑн, яланхи лайӑх гостиницӑн чи лайӑх номерӗсенче чарӑнса тӑнӑшӑн, лайӑх апат ҫинӗшӗн, пӗррехинче Людовик-Филипп патӗнче Веллингтонпа апатланнӑшӑн, пур ҫӗрте те хӑйпе пӗрле кӗмӗл несессерпа ҫул ҫинче ҫӑвӑнмалли ваннӑ илсе ҫӳренӗшӗн; унран яланах хӑйне уйрӑм йышши «ырӑ» духи шӑрши кӗнӗшӗн; вистла лайӑх выляса яланах укҫа янӑшӑн; юлашкинчен тата, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратнӑ. Кама вӗлернӗ-ха эс, Луп, ҫавӑн чух? Ганс анчӗ те аллипе кӑнтӑр еннелле кӑтартса:— Dек nere! — терӗ. — Унта, — терӗ пичче. Мӗнле пулса тухать-ха ку! Хӑнасемпе эрех ӗҫнипе вӑл хӗрсе кайнӑ, ҫавӑнпа ахаль чухнехинчен те ытларах хӑйӗн пурлӑхне пӑхса хӗпӗртенӗ, хӑй мӗн туни пурте ӑна савӑнтарнӑ. — Чимӗр-ха! — терӗ Георгий, сиксе анса, — пӗчӗк авари пекки. Корчагин малти ӗретсем хушшинче Жаркие шыраса тупрӗ. Луиза Пойндекстер пулман пулсан, эпӗ сана юратнӑ пулӑттӑм-и тен… Аялтан тӗрт. Мӗнех эппин тата? Хӑшӗ кӑвак, хӑшӗ хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ мужиксен ушкӑнӗ палуба тӑрӑх пысӑк пӗрене сӗтӗрнӗ, вӗсем, урисене йывӑррӑн пусса, пӗтӗм кӑкӑр тулли ахлатнӑ: — Кайрӗ — кайрӗ — кайрӗ! Губернири предводитель пурне те хӑй губернатора кӑмӑл тунипе хӑнана килни ҫинчен пӗлтерсе ҫӳрерӗ; губернатор балра та, хускалмасӑр ларнӑ чухне те «хушусем» парса ларчӗ. Чуралӑх ан пултӑр тесен, ҫавӑн пек ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерни пулмалла мар, ҫынсен ҫакна ҫылӑх, намӑсла япала вырӑнне шутламалла. Эпӗ ун умне пытӑм. Копривштицӑран Волов пӑлхава хутшӑннӑ ҫынсене пулӑшма аллӑ ҫынлӑ ушкӑн ертсе килчӗ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫак таврари хресченсем. Эсир — ҫакӑн пек ҫынсем: сирӗншӗн хӑвӑрӑннисем те, юлташсем те ҫук, эсир — ирӗклӗ ҫынсем. Комендант ҫав куннех арестанта допрос тӑвасшӑн пулнӑ, анчах урядник, хӑйпе пӗр кӑварлӑ ҫынсем пулӑшнипе пулас, хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ. — Хӗрсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл, — мӗн чарӑнтӑр? М-овра выртрӑм, сана ҫырсах тӑтӑм та ответ кӗтсе илеймерӗм. Ҫавӑнпа та, нимӗн ҫине пӑхса тӑмасӑр, Мельбурна тухса каймалла пулать. Атте авалхи марша шӑхӑрса юрлакаланӑ. Николка… — тенӗ. Килне таврӑнсан, Тимура пиччӗшӗ хӑй патне чӗнсе илчӗ. Сильвер пуринчен те хыҫалта, ҫутӑран инҫетре ларать, анчах ҫӑвар тулли ҫиет, мӗн те пулин памалла пулсан, вӑр-вар ҫеҫ сиксе тӑрать, пирӗн шӳтсенчен хамӑрпа пӗрлех кулать, — пӗр сӑмахпа каласан, хамӑр тинӗсре ишсе пынӑ чухнехи пек ачашлакан, хисеплекен, тӑрӑшакан повар пекех пулса тӑчӗ. Фома ҫинче ҫакӑн пек ӗҫ выртнӑ: тырра часрах пушатса пӗтермелле те, тӳлевсене илсе, Перӗме тухса каймалла, — унта ӑна ашшӗ ярмӑркӑна тӑратма йышӑнса хуна тимӗр тавар кӗтнӗ. — Питӗ начар кунта, ваше благородие! - терӗ вӑл мана. Чухӑн йӑхран тухнӑскер, ҫирӗп ҫапӑҫрӗ. Лашапа ҫунине вӑл курайман; анчах ҫиле хирӗҫ пынӑран вӑл, вӗсене куриччен, Ваҫили Андрейч кӑшкӑрнипе Мухортый кӗҫӗннине илтнӗ. Вӑл мана ӑна ӑҫта шырамаллине ӑнлантарса пачӗ: ҫыран тӑрӑх, алӑк тӑррине вывеска вырӑнне пысӑк труба лартнӑ ҫурта куричченех каймалла. Эпӗ, карапсемпе матроссене тепӗр хут пӑхма май тухса тӑнипе савӑнса, самантрах ҫула тухса утрӑм. Манӑн аттем кӑшкӑрать: «Аннем, Марья Васильевна, хута кӗрӗр, эсир те пулин каҫарсамӑр!» тет. Питӗ те тӗлӗнмелле пек туйӑнать вӗсене ҫак шавлӑ, пысӑк хула; вӗсем, пӑравуссем кӑшкӑртнипе, урапасем тӑнкӑртатнипе, ҫынсем хыттӑн ахӑрашнипе илтми те пулса ҫитнӗскерсем, енчен енне хӑраса пӑхкалаҫҫӗ. Акӑ эпӗр сӗтел хушшинчен тухрӑмӑр… Ларасса эпӗр виҫӗ сехет те лартӑмӑр пулӗ, апачӗ те пит лайӑхчӗ; блан-манже пирожнӑйӗ кӑвакки те, хӗрли те, йӑрӑмли те… Мана алӑран ҫавӑтса пыракан государственнӑй канцлер калаҫни питӗ тӗлӗнтерчӗ; вӑл мана пысӑках мар пӳлӗме тӗртсе кӗртрӗ те: лар кунта, эсӗ каллех хӑвна Фердинанд король тетӗн пулсан, эпӗ сана ун пек калама пӑрахтаратӑп, терӗ. Унӑн тинех сехри хӑпать. Ҫамкипе сулахай питҫӑмартине вӑрӑм та кукӑр-макӑр ҫӗвӗ илемсӗрлетсе тӑрать. Ку вӑл тахҫан — ӗлӗк хӗҫпе касса тунӑ суран пулнӑ пулас. Вӑл тытӑнчӑклӑ калаҫма пуҫласан унӑн суранлӑ питҫӑмарти турткаланса илнине Джемма асӑрхарӗ. Анчах кунта, дачӑра, яланхи пекех шӑпӑрт. Тӗттӗм пуличчен вӑл аран ҫеҫ пилӗк тапхӑр тӑра-тӑра утрӗ. Вӑл куҫӗсемпе, ҫӑмламас урисемпе пӗтӗмпех ҫутӑ еннелле тӑсӑлать… Выртасси те, урисенчен тытса ҫӗклени те, пӗчӗк матрац ҫинче йӑваланасси те, хуҫи кӑкӑрӗ ҫинче кӗрӗк айӗнче канлӗн ҫывӑрасси те пӗр пекех пулнӑ иккен уншӑн… Марс Хӗвел тавра 687 талӑкра (Ҫӗр ҫинчипе шутласан) е 669 марсиансен талӑкӗ хушшинче ҫаврӑнса ҫитет. Кӗменни сулахайран пӗр дача ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Сӑмавар ҫеҫ ҫинҫен, хурлӑхлӑн нӑйлаткаласа ларчӗ. Степан, ун патне чӳречене пырса:— Аттемӗр Владимир Андреевич, пирӗннисем паллӑ пачӗҫ, пирӗн ҫине килеҫҫӗ курӑнать, — терӗ хыттӑн. «Ҫук, атте, хуть мӗн тусан та, темӗн чухлӗ ылтӑн парсан та, эпӗ Берестовсен куҫӗ умне тухмастӑп», — тенӗ Лиза. Хӑй палламан лётчякӑн протезӗсем ӑна ытла питех те интереслемен. Ҫак пӗчӗк тавлашу пирӗн савӑнӑҫа пӗртте пӑсмарӗ, пачах урӑхла, ӑна ӳстерсе ячӗ. Мӗскӗн тӑрнана сасартӑках ҫав тери хӗрхенчӗ вӑл, Костя хӑйсен Кама хӗрринче ларакан пӗчӗк ялне, ашшӗ-амӑшне, пӗчӗк йӑмӑкӗсене тата лӑстӑркка хыр айӗнче ларакан тӑван килне аса илчӗ. Театрта Верди оперине, пӗр пытармасӑрах каласан, самаях йӗрӗнтерсе ҫитернӗ, анчах Европӑри пур театрсене те ҫитме ӗлкӗрнӗ «Травиата» оперӑна кӑтартрӗҫ; ӑна эпир те, вырӑссем, лайӑх пӗлетпӗр. Праҫниксенче Власов хупахсем тӑрӑх тухса кайнӑ. Унтан, ҫивитти ҫине улӑхса, шӑчи ҫумне Британи ялавне ҫакрӗ. Ну, юрӗ!.. Чӑн та, ку доктор мӗн. Джемма». — Чӳречене хупнӑ вӗт, Риккардо? Санин нимӗн те каламарӗ, Берлинри пӗр тусӗнчен укҫа ыйтма шутланӑччӗ, ҫавӑнтан ответ киличчен кӗсье пушӑ пирки ирӗксӗрех Франкфуртра юлма тивет тесе шутласа илчӗ. — Пултарӑн. Эпӗ карапа хӗвелтухӑҫнелле тытӑп, Америка ҫыранӗнчи эпир пырса чарӑнмалли пункт тӗлнелле. Хӗҫсене никам та пӑрахнӑ ан пултӑр, урайӗнче йытӑлла ан йӑваланӑр…» Арҫын ача, ҫав ула курак, пушӑ ҫуртсем, ҫынсӑр урамсем, иртен-ҫӳренӗн тӗлӗнмеллерех тинкерӗвӗ тата пӑтасемпе ҫирӗплетнӗ пӗлтерӳ; такам тата — ҫак хуларан ҫӑлтӑрлӑ пуш хире вӗҫме йыхравлать. «Мӗн вара, е эпӗ нихӑҫан та улпут килкартинче пулмастӑп тетӗн-и? Вӑт кулмалла! Йытӑсем те лашасем пек япаласем турттараҫҫӗ. Вӑрӑм ӑшӑ чуйкӑ тата хӑлхисем тӗлне тилӗ тирӗ тыттарнӑ картуз тӑхӑннипе вӑл пушшех хӗрарӑм майлӑ туйӑнатчӗ. Тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсех пычӗ, тарма чи юрӑхлӑ вӑхӑт ӗнтӗ, анчах ҫак кӗрнеклӗ этем — Хайнс мана алӑран тытсах уттарать ҫав, вӗҫерӗнсе пӑх-ха унашкал Голиафран! Вӑрлӑх фондне туман, коллективизацие ҫӗр процента ҫитермен, инвентарьсене юсаса хатӗрлемен… Аван-и, Густый? Кам эсӗ? Ҫавӑнпа та халь эпир ҫакӑн пек шут тытрӑмӑр: уйрӑм ҫуртсем тӑвас та, ҫав ыйткалакансене питӗрсе лартас, терӗмӗр: ан ҫӳреччӗр вӗсем урам тӑрӑх, ан хуйхатчӑр пирӗн намӑса. Санӑн хӑвӑртлӑху вара ҫыранри пӗр-пӗр куҫӑмсӑр япалапа шайлаштарсан — сехетре 40 км пулса тухать. Алексей сывларӗ. Брюкипе куртка тата шурӑ кӗпе-йӗмсем вӗсен асӗнче те пулман. Калас пулать, шӑрӑх кунта вӗсем ҫакӑн пек тумланнине хӑш-пӗр енчен ырлама та юрать. Паганель налог тӳлекенсен укҫисене пустуй ӗҫсем ҫине ярса тӑккаланманшӑн правительствӑна ырларӗ. Кашни «салтак» авалхи пӑшалпа тата хӗҫпе пулнӑ. Ҫак ачасемшӗн хӗҫ ытла вӑрӑм та пӑшалӗсем ҫав тери йывӑр пулнӑ. Вӗсен сивлек пичӗсем кашниннех пӗр пек пулнӑ; капралӗ те хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе пӗр сӑнлӑ пулнӑ. Ахӑрнех вӗсем (чӑнах та ҫапла пулнӑ та) вуникӗ пӗртӑван вунвиҫҫӗмӗш кӑтартса панипе вӑрҫӑ искусствине вӗренекенсем пулнӑ. Паганель куншӑн тӗлӗнсе тӑмарӗ. Вӑл Аргентинӑра ҫуралакансен статистикине аван пӗлет: вӑтамран илсен, кунта ҫемье пуҫне тӑххӑршар ача тивет. Анчах ӑна урӑххи тӗлӗнтерчӗ: салтакӗсем французла системӑпа вӗренеҫҫӗ, капралӗ те французла командӑсем парать. — Вот кӑна кӗтменччӗ! — тесе ячӗ вӑл. Анчах Гленарван Независимость фортне вӑрҫӑ ӗҫне вӗренекен ачасем ҫине пӑхса тӑма килмен, кунтан та ытларах вӗсенчен мӗнле халӑхне, ӑҫтан тухнине ыйтса пӗлме те кирлӗ мар ӑна. Саша, ӑҫта килчӗ унта саланса выртакан тумтирӗсене пуҫтаркаласа, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳренӗ, Фома ӑна сӑнаса выртнӑ, вӑл, хӑйӗн чун пирки каланӑ сӑмахӗсемшӗн Саша ҫилленменнине кура, кӗвӗҫнӗ. Ҫапла каларӗ те каллех: «Ӗҫсене кама парса хӑварас?» — тесе ыйтрӗ. Эпӗ часах ҫак икӗ аслӑ ҫын хӑйсен произведенийӗсене ӑнлантарса паракансене нихҫан та курманнине тата вӗсем ҫинчен нихҫан та илтменнине пӗлтӗм. Анчах та — аппарат хӑвӑртлӑхӗ кӗлеткен ҫӗр ҫинчи йӗркеллӗ хӑвӑртлӑхӗнчен пилӗк ҫӗр пин хут пысӑкрах пулсан, манӑн чӗрен таппи пӗр ҫеккунтра, енчен те аппаратри сехетпе шутлас тӑк, Петербургра юлнӑ сехетпе шутласан вӗҫев тапхӑрӗнче ҫеккунтра пилӗк ҫӗр пин хут тапнӑ. Вӗсем чӑнкӑ сӑрт ҫинче карлӑк ҫумӗнче тӑраҫҫӗ. Вӑл кунта куккӑшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ вӗт-ха. — Серёжа тӑванӑм, ку та укҫах. Курӑк ҫине таса салфетка сарса, ӑна хӗррисенчен пӗчӗк чулсемпе пусарсан, вӑл ун ҫине ҫыхӑра пулнӑ апат-ҫимӗҫсене кӑларса хучӗ. — Роза, — терӗ вӑл ӑна, тепӗр карточка парса. Сӑмахран, «Каракаса хирӗҫ» тенӗ. Ку Каракаса хирӗҫ темӗнле телейсӗр суднона ҫаратни ҫинчен пӗлтерет. — Зиночка, эсир мана ташлама вӗрентме пулнӑччӗ. Вӑл ҫиленсе кайрӗ. — Полякла та ӑнланать, ҫапкаланчӑк, ҫапах та акӑлчан чӗлхине юратарах парать. Мӗн каласшӑн вӑл йӗкӗте, ӑнланма йывӑр: кӑшт ҫиленнӗ пек пулни те сисӗнчӗ ун питӗнче; именчӗк тимӗрҫӗрен кӑштах мӑшкӑллани те палӑрнӑ пек пулчӗ; хӑй ҫине те пӑртак тарӑхрӗ пулас вӑл, пичӗ хӗрелсе, пушшех чиперленсе кайрӗ. Магнита тӳп-тӳрӗ лартсан, унӑн икӗ полюсӗ те ҫӗртен пӗр пек хушӑра пулса иккӗшӗ те пӗр пек вӑйпа ӗҫлеҫҫӗ: пӗри япаласене ҫӳлелле тӗртет, тепри хӑй патнелле туртса илет, ҫакна пула утрав пӗр вырӑнтан ниепле те тапранма пултараймасть. — Сан патӑнта пурӑнаканни ҫинчен, ой, мӗн пӗлетӗп эпӗ! Мала, тавӑрӑнчӑк йӗпе куҫӗсемпе строя пӑхкаласа, курпунланса пӗкӗрӗлнӗ, пӳхсе шыҫмакланнӑ Слива капитан, пысӑк, ватӑ, кичем упӑтенни евӗр, вӑрӑм алӑллӑскер, тухса тӑчӗ. — Юрӗ, — ответ пачӗ дворник. Хутран-ситрен ҫеҫ — пӗр-икӗ черкке: ӗшенсен, е чирлесен-тусан… — Ман умра аташма хӑю ан ҫитернӗ пулӑр. Ҫамрӑкранах вӑл тӑмран кӗлеткесем йӑваласа тума юратни палӑрнӑ; йывӑр ӳт-пӳллӗ Волгин сенатор пӗррехинче унӑн инкӗшӗ патӗнче вӑл тунӑ кӗлеткесене курнӑ та (Павел ун чухне вун-улттӑра пулнӑ) ҫамрӑк таланта хӳтелеме пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Ромашов ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ. Исленнӗ кӗпи тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсемпе сарлака кӑкӑрне ҫатах тытнӑ. Халӑх хушшинче кӑмӑлсӑррӑн кӗрленӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Арӑслан пуҫӗсем сакӑр ҫул хушшинче ватӑлма та ӗлкӗрнӗ, анчах ҫапах та вӗсем ҫилӗллӗн курӑнаҫҫӗ-ха. — Шуйттан пӗлет-и вӗсенне? Эпӗ Ҫар медицини академине кайнӑ чух улттӑмӗш сехетчӗ ӗнтӗ, ӗшенсе ҫитнӗччӗ эпӗ, пуҫӑм та ырататчӗ. — Ҫапла. Унтан тӗлӗнмелли те ҫук, — тесе ҫирӗплетсе пачӗ капитан. Ҫав каҫхине, ҫывӑрма выртнӑ чухне, Том Альфред Темпле хирӗҫ тавӑрасси ҫинчен питӗ тӗплӗн те нумай шухӑшласа хӑтланчӗ. Ку чӑнах та атте пулчӗ — ҫитменнине тата, урӑ: кӗсменсемпе пит йӗркеллӗ авӑсать. Кашни хӑй майлӑ калаҫать, нумайӑшӗ епле ӑнланас килнӗ ҫапла ӑнланаҫҫӗ. Унӑн ҫан-ҫурӑмне сивӗ тар тапса тухнӑ, вӑл, сивӗ тытнӑ чухнехи пек, чӗтӗресе илсе, пӑшалне пӑрахнӑ. Ҫак вӑхӑтрах тӗрлӗ шухӑшсем мана палеонтологийӗн тӗлӗнмелле гипотезӑсен тӗнчине илсе каяҫҫӗ, эпӗ ӗлӗк-авал пурӑнса ӳснӗ йывӑҫ-курӑксемпе чӗрчунсем ҫинчен шухӑша кайрӑм. (Гальцин пуҫне сулса хӑй бастионсенче пулнӑ иккенне палӑртрӗ, хӑй вӑл мӗн пурри те 4-мӗш бастионра пӗр хут ҫеҫ пулса курнӑ-мӗн). Команчасем нейтральнӑй вырӑнтан лерелле чакса кайнӑ пирки вӗсене хирӗҫ янӑ отрядӑн ним тумалли те юлман, хӑйсен чаҫӗсем патне тавӑрӑнса, тӗп штабран малалла мӗнле распоряженисем пулассине кӗтмелли ҫеҫ юлнӑ. Хам ырӑ пулнӑшӑн сирӗн тав тӑвас пулать мана, ума ӳксе пуҫҫапас пулать! Карчӑк, Лена амӑшӗ, сельпона кайнӑ чух, хӗре каласа пани тӑрӑх ӑна тӳрех палласа илчӗ. Вӗсем Вайпа Вайкатона юхса кӗнӗ ҫӗре лапах сакӑр сехетре ҫитрӗ. — Атя, — тенӗ Тоня ӑна аллинчен ярса тытса. Резников, Зубов тата Бобров, Маякин еннелле ӳпӗнсе, пӗр-пӗрин хушшинче темӗн ҫинчен шӑппӑн калаҫма пикеннӗ. Икӗ е виҫӗ ӑмӑртуҫӑ хӑйсене амантнине хам куҫпа хамах куртӑм. Ҫамрӑксем ҫыннӑн хӑюлӑх ҫуккине ытах та каҫармаҫҫӗ. Вӗсем, ҫын нимӗнрен те хӑрамасть пулсан, вӑл ҫынна пур тӗлӗшрен те чап-лӑ тесе шутлаҫҫӗ, унӑн усал енӗсене те каҫарма хатӗр пулаҫҫӗ. — Часах вуннӑ ҫитет, тӑрӑр, чей ӗҫӗпӗр. — Илтнӗ. Карап хура-хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ, пирамида евӗр ҫӳллӗ те капмар сивлек ҫурт умӗнче ларать. Пӳлӗме хӑраса ӳкнӗ сӑнлӑ Мимипе Гаша чупса кӗчӗҫ, вара темле спирт шӑрши сарӑлчӗ, кил-ҫуртра ӑҫта ҫитнӗ унта чупкалама, пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Марина Поярковӑна, иртнисене хӑшне-пӗрне аса илчӗ, ассӑн сывларӗ, унтан хаваслӑн кулса илчӗ те ял Советне уттарчӗ. Марат куҫӗнчи усал ҫулӑмсем сӳнчӗҫ, вӑл часах лӑпланса пусӑрӑнчӗ. Ольховка ҫыннисем вӗсене сӑрталла, ял патнелле хӑпарнӑ чух курчӗҫ. Каллех: «Шуйттан, ҫӗрӗпе ял касса ҫӳренӗ те, халӗ тӑпрас ҫинче выртакан йыт аҫи пек ҫӑварне каркаласа ларать!» — тейӗҫ. Пухура вӑл хуть пӗр хутчен те пулин вырӑнлӑ, йӗркеллӗ-тивӗҫлӗ сӑмах илтесшӗн те ҫак кушилккене ҫав офицера парасшӑн пулнӑ. Ҫылӑх каҫарттарас умӗн кӗлӗ туса, вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Повозка ҫинче саралса пыракан ҫулҫӑ тӗслӗ, ула-чӑла нимӗҫ палаткипе витсе хунӑ Андрей выртать. Пӗр ун сасси ҫеҫ илтӗнет. Пӗр ҫитса кӗпе аркине кӗскетрӗмӗр, эпӗ, йӗм пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран тавӑртӑм, вара ҫав кӗпе ӑшне кӗрсе тӑтӑм. Хуҫа калать: «Хама кирлине тума пултариччен ҫав ӗҫе пӑрахмастӑп», тет. Ҫак прошени ҫине Миргород повечӗн дворянинӗ Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров алӑ пуснӑ». — Ҫу! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ҫу, ачасем! Урасем ыратакан пулчӗҫ. Хыв курткуна. Чӑланта питӗ тӗттӗм; анчах сӗртӗннипе тата хӑлха тӗлӗнчех пӑшӑлтатнӑ сасӑ тӑрӑх ку Катенька пулнине часах чухласа илтӗм. Вӑл хуҫкаланмасӑр, вӑйлӑ та хӗрӳллӗн юрлама пултарать. Эпӗ никампа та калаҫма хатӗрленместӗп-ха, ӑҫта мӗн вырнаҫнине ҫеҫ пӗлес килет манӑн. Музыкӑна тимлӗн итлекен ачасем килсе кӗнӗ ҫынсем еннелле кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулса ҫаврӑнчӗҫ. Эпӗ ҫакӑ пулма пултараймассине ӑнланса илтӗм. «Пансем, пирӗн те хамӑрӑн тивӗҫлӗх паллисене хумалла-и?» тенӗ судьяпа писарь тата есаул, чернильницине, ҫap пичетне тата власть тивӗҫлӗхне пӗлтерекен туйине хума хатӗрленсе. — Эсӗ ҫапах та ҫула ҫухатрӑн пулас, Кассий? — тепӗр хут ыйтрӗ плантатор, каллех тӑванӗн ывӑлӗ патне уттарса пырса. Ют ҫынсене горницӑран кӑларса ярӑр-ха… Вут хӳресемпе пӗчӗк ула таккасем ҫеҫ ыйӑхлӑн шӑхӑркалаҫҫӗ… — Хӑҫан? Хуран куклипе хӑйма та — чаплӑ апат, темрен те чаплӑрах, уйрӑмах вӗсене, ҫав кукӑльсене, тулли турилкке хурса парсан, унтан, тепӗр хут тата ытларах хурса, купипе купаласа парсан, аван, унтан вара, хӑйма тӗпнех ҫиттӗр, унти кашни кукӑле хӑйма тивтӗр тесе, ҫав турилккене майӗпен силлесен аван. «Телее, — шутларӗ вӑл, — Уэлдон миссис та, ыттисем те эпир мӗнле хӑрушлӑха лекнине тӗшмӗртмеҫҫӗ-ха. Вӑл каласа панӑ ҫав тери тӗлӗнмелле историсенчен пӗрине халь сире тепӗр хут каласа парам. — Мӗлтӗркке сӗтел ҫинче-и? Апла пулсан, вӗсем куҫкӗретӗнех ытла мала чупса кӗрсе каяҫҫӗ. Ҫук! — Пӗлетӗп ӗнтӗ, пӗлетӗп, тархасшӑн ан агитациле мана! Эпӗ хам та утма пултаратӑп!.. — терӗ. Пӑван крепоҫа ҫав тери хурлӑхлӑ та ҫилӗллӗ таврӑннӑ. Монтанеллипе курнӑҫни унӑн юлашки вӑйӗсене пӗтернӗ. Ваҫили Андрейч лашине тӑратнӑ, пӗкӗрӗлнӗ те тӗллесе пӑхнӑ: ҫав кӑшт юр айне пулни хӑй лаши йӗрриех пулнӑ, урӑх никамӑн та пулма пултарайман. — Ӑҫта ҫӑра уҫҫисем?.. Андрей хӑй ура ҫинче ҫав тери ҫирӗп тӑнине туйрӗ, кун пек вӑл кунӗпе те туйманччӗ. Халӗ ӗнтӗ, Ольховкӑна ҫитсен, кунта килнӗ чух асаплантарнӑ шухӑшсем хӑйсемех, кирлӗ мар пек пулса, аяккалла вӗҫрӗҫ. Пӗррехинче ҫапла эпир, стариксем, вырсарникун Бесхлебнов тӑпрасӗ ҫинче лараттӑмӑр, эсӗ урампа иртсе пыраттӑн, Бесхлебнов мучи сана хыҫалтан пӑхса юлчӗ те калать: «Пирӗн Давыдова виҫе ҫинче виҫсе пӑхасчӗ — Лушкӑччен мӗн чухлӗ туртнӑ-ши, тата халӗ мӗн чухлӗ туртать-ши? — Саня-и эсӗ? — терӗм эпӗ ӗненмесӗртерех. Сывӑ пул, Кӗркури… Том пире хӗҫсене хӑйрама, пӑшалсене тасатма, пур енчен те хатӗрленсе тӑма хушрӗ. — Ан тив ӑна, — терӗ Петр; шӑллӗ ӑна хирӗҫ кулса илсе лӑплантарчӗ: — Нимех те мар; чӗнсен — килет! Темӗнле мистер патне каятӑп терӗ-ха вӑл? — Ӑна Ҫӑхан Ура выляса илчӗ. Акӑ халь лейтенант сӗтел хушшинче темӗн ҫырса ларать, чылай ларсан, вӑл ҫырнӑ хутне илчӗ те тулалла тухрӗ. Кун евӗр кӗрешӳ вӑрӑма пыма пултараймасть. Часах столовӑя буфет урлӑ Николаев тухрӗ. Малти пайӗнче вара пӗр пысӑк пӳлӗм пулнӑ, ӑна бар, е, Америкӑри пек каласан, салун йышӑнса тӑнӑ. Турӑҫӑм, хӑвӑн хаярлӑхна хӑвӑртрах кӑтартсамччӗ! Тӑмсайсем, ӑна хӗрарӑма юратнӑ пекех юратаҫҫӗ. — Вӗсем, ара: атте, анне, йӑмӑк тата Гукер мисс. Эсир пыраймӑр-ши унта хӑвӑр паромпа?.. — Ӑҫта-ха вӑл «унта»? Марта пӗтӗмпех ӑнран кайнӑ пек пулчӗ. Вӑл ыйту ӑна иментерчӗ, ӗлӗкхине аса илтерсе хурлантарчӗ. Вӗсем мӗнле пӑлханнине сӑмахпа каласа кӑтартма та май ҫук. А эсир — тьфу! Каҫхи апат тунӑ хыҫҫӑн эпӗ мачта ҫумне выртрӑм та, нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр ҫывӑрса кайрӑм. Унта эс каланӑ пек ҫул пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна пӗлнӗ пулӑттӑм, — терӗ. Халь вара эпӗ хама хам вӗлерме мар, ун ҫинчен шухӑшлама та пултараймарӑм. Анчах Лозневой, аптӑраса ӳкнӗскер, вырӑнтан хускалаймарӗ. Туннель патӗнче пулнӑ ӗҫ ҫинчен тепӗр кун пурте пӗлчӗҫ. Пиччепе Ганс мана аллӑмсенчен тӗреклӗн тытса тӑраҫҫӗ, сулӑ та пире хӑй ҫинчех йӑтса тӑрать. — Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп, — терӗ профессор йӑл кулса, — пирӗншӗн пулсан, ҫавӑнтан лайӑхраххине урӑх кӗтесси те ҫук. Хӗвел коронӑран ҫӗршер пин хут ҫутӑрах ҫутатнине пула коронӑн илемлӗ ҫути пире курӑнмасть. Хӗвелӗн дискӗ пӗтӗмӗшпе Уйӑхпа хуплансан кӑна пӗлӗтре корона курӑнса каять. — Ҫук, ман пирки илтетӗр-ха эсир! — хаяррӑн та нумай пӗлтерӗшлӗн пӑшӑлтатрӗ Раиса. Унӑн хупӑнарах тӑракан пысӑк куҫӗсем, тӑп-тӑп пӗчӗк ҫӑварӗ кӑмӑллӑ та илемле сӑн-питӗн уйрӑмлӑхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ҫапах та эп кайса ҫирӗм, ҫирӗм те тӗлӗнтӗм, юр та ӑшӑ пек туйӑнчӗ мана. Михне салтса, анчах унта мӗн пуррине кӑтартмасӑр, вӑл йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑнӑ салтаксем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Халӗ те унӑн йывӑр, мужиксенни пек аттисенчен урайне юр ирӗлсе кӳленнӗ, вара вӑл атӑ кӗллисемпе ҫав кӳлленчӗк ҫине чаплаттарса, ҫаплах ӳпкелешсе, анчах сивлемесӗр калаҫса ларчӗ: — Таврара пулса иртекен ӗҫсем ҫине пӑхатӑн та, сана пӗр ҫакӑ кӑна лӑплантарать: пурнӑҫри ирсӗрлӗх, ӳссе пырса, пӗр ҫӗре пухӑнать, ку вӑл ҫав ирсӗрлӗхӗн вӑйне ҫӗнтерме ҫӑмӑлтарах пултӑр тенӗ пек пулса тухать. Хампа илсе килнӗ кӗнекесене эпӗ пурне те хӑвӑрт вуласа пӗтертӗм. Эсир пурте ирсӗр, йӗрӗнтерӳллӗ, — терӗм эпӗ пӑтрашӑнса кайса кунти ҫынсене. Ҫак кӗтмен телей мана питӗ хӗпӗртеттернӗрен, эпӗ Гаврило умӗнче ку мана интереслентермен пек ниепле те тӑваймарӑм, кӑштах именсе кайса тата сывлайми пулса, пуҫа мӗн пырса кӗнӗ, ҫавна персе ятӑм, — «Красавчик питӗ чаплӑ рысак», терӗм пулас. Вӗсем ҫинче унта-кунта ҫулҫӑсем ҫилпе вӗҫкеленсе ларнӑ. Ҫав хӑвасене анкарти канавӗ тӑрӑх лартса тухнӑ курӑнать. 2. Темле Г. летчик имӗш ҫурҫӗр ӗҫӗ енӗпе ӗҫлекен учрежденисене ҫитсе ҫав хисеплӗ ученӑя мӗн май килнӗ таран хӑратса ҫӳрет, Татаринов профессор хӑй ашшӗпе пӗр тӑванӗн И. Л. Татариновӑн экспедицине вӑрланӑ (!) тет. Уйрӑмах вӑл хӑй хупӑ беседкӑна апат ҫиме чӗнсен кӑлӑхах итлеменни ҫинчен каларӗ. Унтан вара ыйтрӗ:— Каялла чакнӑ чух эсир пӗрмаях… ҫавӑн ҫинчен шухӑшларӑр-и? — Ҫапла пулӗ те, анчах эсир урамранах итлесе тӑма пултарнӑ. Ху хӑравҫӑ пулин те, эсӗ мана вӗлересшӗн пултӑн, эпӗ ӑна сан куҫранах куртӑм. Давыдовӑн ҫӳлти тути чӗтреме пуҫларӗ — ку вӑл каҫса кайсах кулса ярассинчен хӑтӑлма хӑтланнине пӗлтерекен паллӑ. Жуликӗсене сӗм пӗлмичченех хӗнесе тӑкнӑччӗ, пӗр темле пристаньте вӗсене полици аллипе панӑ чух, вӗсем ура ҫинче тӑма пултараймастчӗҫ… — Турӑҫӑм! Вӗсем пурте мачча ҫинче. Тата манӑн хамӑн пӳлӗмсенче те кӑштах пур. Ӗненекенсем нумай-нумай этем юнне юхтараҫҫӗ. — Э-э! Эсир ун ҫинчен маннӑ-и? Виҫӗ ҫул ӗҫлесе кӑшт укҫа пухнӑ хыҫҫӑн вӗсем, контракт пӗтсен, тӑван ҫӗре таврӑнма тухнӑ. Ку мӗн иккенне пӗлейместӗп вара — шӑл йӗререх каларӗ Квакин. Унтан эпӗ «Не белы снеги» юрласа ятӑм та юрланӑҫемӗн «Я жду тебя, когда зефир игривый» ятлӑ паллӑ романс ҫине куҫрӑм, унтан Хомяков трагедийӗнчи Ермак ҫӑлтӑрсемпе калаҫнӑ сыпӑка кӑшкӑрса вуларӑм; чӗрене тивмелли сӑвӑ та хайлама хӑтланса пӑхрӑм, вӑл «о, Зинаида! Эпир темиҫе утӑм та ярса пусма ӗлкӗреймерӗмӗр, пире хирӗҫ хӑмӑшлӑх чӑтлӑхӗ ӑшӗнчен чылаях имшеркке вӗшле йытӑ чупса тухрӗ, ун хыҫҫӑнах самаях якалса пӗтнӗ сюртук, хӗрлӗ-кӑвак янкар тӗслӗ йӗм тӑхӑннӑ, ҫӗтӗк атти ӑшне урине васкаса чикнӗ, мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ тата хулпуҫҫи урлӑ пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал ҫакса янӑ пӗр вӑтам ҫулхи ҫын тухрӗ. Эпӗ мӗнле кирлӗ, ҫапла тӑвӑп, эпир пурте мӗнле кирлӗ, ҫапла тума тӑрӑшӑпӑр; эпӗ нумай япалана ҫӗнӗрен пӑхса тухӑп, мана шухӑшлама ҫитет халӗ… Вӑл хумсем ӑшӗнчен ҫӗкленсе тухрӗ те, юлашкинчен, «каҫар» тенӗ пекех кӑшкӑрчӗ! Ӗсӗкленипе хӗрача калаҫаймасть те. Ҫакна интересленсех сӑнаса пӑхса тӑракан Давыдов Молчун кӗлет умне тӑратнӑ лума илсе хапха патне пынине курчӗ. Анчах, туземецсене темӗн чухлӗ пысӑк парнесем пама пулсан та, чаплӑ ҫулҫӳревҫӗ пӗр киви те тытма пултарайман. Анчах та эпӗ Петькӑпа пӗрлеччӗ, ҫитменнине тата ҫак самантра кукӑль ҫиеттӗм, ҫавӑнпа та вӑл эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ хӑй те ответ пачӗ те аяккинелле пӑрӑнчӗ. Мӗнпур ӗҫӗ те ҫакӑнта пек ҫеҫ пулса тухать вӗт. Тепӗр енче хресченсем, урапасем ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн кӑна тӑрса, капан тӑррине кӗлте параҫҫӗ, типсе хӗрсе кайнӑ хир тӑрӑх тусан варкӑшать. Ҫакнашкал вӗри чухне хура тӑхлан та шӑранса ирӗлме пултарать, Меркурий ҫинче тӑхлан тӑвӗсем пулнӑ пулсан, вӗсем ирӗлсе металл океанӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Кольхаунӑн юлашки тӳсӗмӗ те пӗтсе пынӑ. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнаканнисем пӗр аллӑ киле яхӑн кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем те пулин ыран вырӑнӗсем ҫинчен колхозниксем пулса вӑранӗҫ… ҫавӑнпа та пирӗн наука хушнӑ пек акса хӑвармалла. Анчах операци ӑнӑҫлӑ пулманнишӗн эпӗ мар, эсир ответлетӗр! — терӗ. Титок ҫӗрле хваттере таврӑннӑ та пӳрте темскерле ҫыхӑсем ҫӗклесе кӗнӗ. Эпир, Гокинс, санпа иксӗмӗр, ниҫта юрӑхсӑр стрелоксем. Эпир мушкетсене авӑрласа тӑрӑпӑр тата ыттисене пулӑшӑпӑр. Вӑл, ҫак тӗлӗнмелле куҫсене тинкеререх пӑхас тесе, портрет патнерех ҫывхарчӗ те куҫсем чӑнах та хӑй ҫине пӑхнине асӑрхарӗ. Ун ячӗ ҫеҫ суту-илӳ ӗҫне ӑнӑҫтарса пырассишӗн йышӑннӑ португал ячӗ. Ҫапла эпӗ Нина Капитоновна тухса кайичченех «шкапра» тӑтӑм. Техасри йӑлана пӑхмасӑр, тӑратса хунӑ стойкӑсем хушшисене ҫаплипех хӑварнӑ, тӑм шӑлса лартман. Мӗншӗн? Мӗне кура? Вӑл ирӗклӗн калаҫать; вӑл сӑмахсем шыраса пӳлӗнсе тӑмасть, вӑл лӑпкӑн хавхаланса, именнӗ пек чыслӑн калаҫса, вӑхӑтран вӑхӑта куҫне хупа-хупа илет. Анчах ҫӗр лаптӑкне мишавайсем виҫме килсен, кингисен ҫулпуҫӗ хирӗҫ тӑнӑ. Тавлашу кӑларнӑ ҫӗр ҫинче вӑл крепость туса лартнӑ. Анчах Англи полковникӗ Гольд ӑна часах ҫӗнӗрен тӑкнӑ. Ҫав кунхине вара колонинчи пӑлхав пуҫаракансем пуҫласа пӑшалсемпе пеме пуҫланӑ. — Пит йышлӑ-и маориецсем? — тесе ыйтнӑ Джон Мангльс. — Юлашки ӗмӗрте маориецсем сахалах мар пӗтнӗ. 1769 ҫулта Кук шутланипе вӗсем тӑватҫӗр пинӗн пулнӑ. Колонири администраци 1845 ҫулта туса ирттернӗ перепиҫ ку цифра ҫӗр те тӑхӑр пине ҫитиччен чакнине кӑтартса панӑ. Нумайӑшне карательнӑй отрядсем пӗтернӗ, хӑшӗсем чирпе вилнӗ, акӑлчансем илсе килнӗ спирт таврашӗсем те хӑйсен ӗҫнех тунӑ. Ӑнлантӑн-и? «Окруженинчи пекех, — шутларӗ Воропаев. Ҫав вӑхӑтранпа ӗнтӗ, Джим, акӑ виҫӗ ҫул пулать, эпӗ кунта пурӑнатӑп, ҫыннӑн ырӑ техӗмлӗ апатне ҫисе курман. Ӗҫсем начар, Петр Андреич! Вӑл историре эпӗ хам пуҫа шухӑш пырса кӗнипе ҫынсен, характерӗсене улӑштараттӑм, пулса иртнӗ ӗҫсене пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫарса лартаттӑм, вӑл истори маншӑн, хам кукаҫей турри пекех, ирӗклӗ пулса тӑмалли тӗнче пек пулатчӗ, кукаҫей турри те хӑй мӗнле шутлать, пуринпе те савӑн пек выляса тӑрать. Ӑҫта? Вӑй пухса хӑпартланчӑклӑн каласа хучӗ: — Ҫӗр ҫинчен килнисем саламлаҫҫӗ сире, Аэлита. Ара халь вӑкӑр вити ҫине пӑхма килӗшӳллӗ: хӑйӑр сапса тухнӑ, тап-таса, э? Вырӑс ҫар ҫыннисем хӑйсен ҫапӑҫу ялавне пӑрахни хӑҫан пулнӑ вӑл? …Чӑнкӑ ҫыр патӗнче Озерова Целуйко хӑваласа ҫитрӗ: — Капитан юлташ, майорпа мӗн тӑвас? — ыйтрӗ вӑл. Ҫӑрттан мучи картишне тухрӗ те урӑх курӑнмарӗ, часах вара Макар килчӗ, хӑй хыпӑннӑ лаша пек сывлать, сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, шарламасть. Эсир мӗн ытларах юрататӑр: портвейн, шерри е кларет-и? Мӗншӗн вӑл ҫавӑн пек тунӑ-ха? Аксинья вӗсене унтах ҫимелли-ӗҫмелли кайса паратчӗ, вӗсем унтах ҫывӑратчӗҫ, вӗсене мансӑр пуҫне тата Ромаҫе йытӑ пекех парӑннӑ, ун ҫине пуҫҫапнӑ пекех пулса пурӑнакан кухаркӑсӑр пуҫне никам та курмастчӗ. Хӑвӑрт юхакан юхан шыв урлӑ каҫнӑ чух шыва пӑхма юрамасть теҫҫӗ, ҫавӑнтах пуҫ ҫаврӑнакан пулать имӗш. — Эс ӑсран кайнӑ! — Господасем, хальхи ҫынлӑха хисеплекен ырӑ вӑрҫӑсем пирки эсир ҫар училищисенчен золотухӑлла, питӗ шӗвӗ пӗлӳсем илсе тухнине пӗлетӗп эпӗ. Анчах Саша вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, вӑл, Фомана влаҫлӑн ыталаса:— Вот халь ӗнтӗ, юрланӑ ятпа, мӗн те пулин парнеле мана… — тесе хунӑ. Ыттисем вара пӗр хыпарсӑрах ҫухалнӑ. Конверт ӑшӗнче тата тепӗр ҫыру, Саня валли ҫырнӑскер, тухрӗ. Разметнов пирусне туртса пӗтерчӗ те тухса кайрӗ, Давыдов посылкӑри пӗчӗк пакетсене мӗнле лекнӗ ҫапла иле-иле хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ, сарӑ-хӑмӑр фуфайкин аслӑланса кайнӑ ҫухине тӳрлетрӗ, унтан, вирелле тураса вырттарнӑ хура ҫӳҫне шӑлса якаткаларӗ те тумланма тытӑнчӗ. Пӗрре каҫхине, алӑка ерипен шаккаса, вӑл:— Кӗме юрать-ши? — тесе ыйтрӗ. Аманнисем халь сахал пулчӗҫ; начальство хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна пушатрӗ, унта икӗ койка ҫеҫ хӑварчӗ: сылтӑмра — Мересьевӑнне, сулахайра, юханшыв хӗрринчи урамалла тухакан чӳрече патӗнче — Стручков майорӑнне. Ҫавӑн пек калани тӗртсе каланӑ сӑмах пекех пулчӗ, ҫавӑнпа та Монтанелли сивӗ ҫил ҫинче ҫӳҫеннӗ пекех чӗтресе илчӗ. О-хо-хо!.. Вӗсем виҫҫӗмӗшне йӑтса пыракан икӗ ҫынпа хупӑрласа илнӗ. Вӗсен пуҫӗсем ҫине алӑ вӗҫҫӗн хӑпарса тӑрса, вӑл виҫӗ хутчен каллӗ-маллӗ сулӑнчӗ те сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе пысӑк ункӑ тутарса илчӗ, ҫавна пула урисем унӑн пӗр самантлӑха хӑй ҫийӗнче тӳп-тӳррӗн ҫакӑнчӗҫ, унтан каштасенчен вӑйлӑн тӗрттерсе уйрӑлчӗ те пиҫӗ авӑнкӑҫпа хӑлаҫ ҫурӑ малалла вӗҫсе кайрӗ, сывлӑшра валтӑрт ҫаврӑнчӗ, вара ҫӗр ҫине кушак пекех меллӗн кукленсе ларчӗ. Унтан тырӑ уйӗсем курӑнма пуҫларӗҫ, темӗн пысӑкӑш вӗллесем пек ларакан утӑ капанӗсем, йӗм-ешӗл йывӑҫсен ҫупӑрлавӗсенчи улма пахчи, клетсемпе хуҫалӑхра кирлӗ тата ытти хуралт таврашӗсем, юлашкинчен, ҫап-ҫутӑ пӳрт курӑнчӗ, унӑн хыҫӗнче арманӑн кӗмсӗркке кӳлепи хаваслӑн ҫӗкленсе ларать. Ывӑлӗ полковнике тухнӑ пулӗччӗ те пӗр-пӗр вӗреннӗ хӗрпикене качча илнӗ пулӗччӗ, вара пӗр ырӑ кунхине Яков Лукич ӑна илме станцӑна ҫӑмӑл кӳме урапапа мар, Новопавлов ҫӗр улпучӗнни пек автомобильпе вӗҫтерсе ҫитнӗ пулӗччӗ… Хӗрлӗ тӗслӗ тӗтӗмлӗ йӑрӑмсем хӗвеланӑҫӗнче пӗтӗм вӑрмана хупласа илчӗҫ. Кӑштах ӗҫ тухаймасан, тӳрех тепӗр енне кайса ҫапӑнатӑн, факт! Ӑна — вӑл мана алла илтӗм-ха тесе, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетсе мана курасшӑн сивлек куҫпа пӑхнӑ пек. — Тавтапуҫ турра! — терӗ вӑл, мана курсан. — Тӑшмансем сана каллех ярса тытрӗҫ, тесе эпӗ. Пурпӗрех ман Петр Матвейча танк ҫумне ҫыхса тӗмескесем тӑрӑх сӗтӗрттерсе ҫӳрерӗҫ! Вӑл сӑмсана е пӗр-пӗр хӑлха айне пӑрахса е асӑрхамасӑр ӳкерсе хӑварса тӑкӑрлӑка пӑрӑнас тесе шутларӗ. Ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ пайӑркисем саваннӑра унта-кунта сапаланса ларакан ҫӑра вӗтлӗх ӑшнелле пыра-пыра кӗреҫҫӗ. Вырсарникунхи шкулта вӗрентекен ачасем тӗрлӗ ҫӗрелле саланчӗҫ, хӑйсене яланах аслисем астуса тӑма пултарччӑр тесе, вӗсем ашшӗ-амӑшӗсем ларакан сак ҫине кая-кая ларчӗҫ. Хӗҫ-пӑшал яланах хӑвӑрпа пӗрле пултӑр, эсир ӑна ахаль те алран ямастӑр пулмалла-ха. Акӑ сана. Вӑл вӑрӑм ҫанӑллӑ анлӑ кӑвак сюртукне пур тӳмисене те тӳмелесе тӑхӑнса ҫӳренӗ, мӑйне кӑвак тутӑр ҫыхнӑ, йӑлтӑртатичченех тасатнӑ атӑ тӑхӑннӑ, кӗскен каласан, ҫиелтен пӑхма пуян купец евӗрлӗ курӑннӑ. — Кам пулатӑр эсир? — ыйтрӗ вӑл. — Унтан вара? Тепӗр кунне питех те илемлӗ гейзер пирӗн куҫран ҫухалчӗ. — Киммӳне ҫыраналла ҫавӑр-ха, — терӗ мана король. Пӑртак шухӑшларӗ те хушса каларӗ: — Эпир ачам, Чуркӑпа иксӗмӗр ӑна юратса пӑрахрӑмӑр, пӗрмай ятлаҫатпӑр! — терӗ. Ҫавна вара вӑл кирек хӑҫан та аса илтерме пултарнӑ. Вӑл кӗтесре хӑрӑлтатнӑ, йӑшӑлтатнӑ сасӑ илтрӗ. — Аҫа ҫаптӑр та мана, вырӑс ҫыннине кам та пулин ҫӗнтерме пултарасса пурӗпӗр ӗненместӗп! Саша, пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, хӑлхаран вӗри сӑмахсем каланӑ, Фома, вӗсене итлесе, хӗрелсе именсе ларнӑ, унӑн, хӗрарӑма ытамласа илсе, хисепсӗр, шутсӑр ывӑна пӗлмесӗр чуптӑвас килнӗ. — Мӗскӗн чӗп амӑшӗн чӗпписене тытса кайма шел!» — Каҫар мана! Кайран мана ҫынсем вӑл шыв хӗрринче сулланса ҫӳрени ҫинчен пӗлтерчӗҫ: намӑса тӳсеймесӗр, путса вилесшӗн пулнӑ ӗнтӗ. Ну, ну, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр ӗнтӗ, — ну, эсир манӑн арӑма пӗлетӗр вӗт, вӑл, вӑл, вӑл… чӑнах та ангел ӗнтӗ!.. Йӗнер ҫинчи хутаҫсенчен авалхи ҫынсем пек типӗтнӗ какайпа рис кӑларчӗҫ. Павел часах ҫывӑрса кайрӗ. 1929-мӗш ҫул. Ҫу-у-к! Сталинград патӗнче эпир, хаклӑ колхозник юлташсем, кун пек ӗҫлемен. Санӑн хуралҫа кӗме ыйтмалла, уксах ҫынсем яланах хуралҫӑра пурӑнаҫҫӗ, а эсӗ пустуй ҫапӑнса ҫӳретӗн, пӗрмай суятӑн… Кам та пулин иртсе каяс пулсан та, эпӗ сана сӑхманпа чӗркӗп, хам пиҫиххийӗмпе ҫавӑрса ҫыхӑп, аллӑмсемпе хӳтӗлӗп, вара пире никам та курмӗ. — Хура усал хӗсӗнсе кӗчӗ ман чуна… — Ия, авантарах ҫав… нумай енчен авантарах — кил те ҫывӑхрах тата… цирка кайса килме те пулать… тата урӑххи те… Уҫӑ прерие пырса тухаҫҫӗ. Маншӑн чарӑнса ан тӑрӑр, — терӗ харсӑр ача. — Эпӗ халь утма пултаратӑп. — Куратӑн-и? — терӗ Сизов. Мӗн, улпутӑм, лаша кӳлме хушатӑн-и? Анчах пурте санран, мужикрен тухнӑ — дворянсем, духовенство, ученӑйсем, патшасем, — вӗсем пурте мужик пулнӑскерсем. — Ҫук, генерал юлташ, полковнике ҫеҫ. Анчах мӗн тӑвас тетӗр-ха? — Ҫапла, эсӗ Гретхена юрататӑн! — терӗ тепӗр хут пичче. — Чӑнах-и? Тӗрӗсех калатӑр-и? Вӑл вилнине ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин пӑхса тӑринччӗ. — Халь пӗлетӗп ӗнтӗ, — терӗ ӑна майор. — Вӑт мӗнле… Эсир халӗ ҫӗнӗ ҫын, сире никам та пӗлмест. Тоен нумай сехете, Дик Сэндӑн карап ҫинче пӗчченех тӑмалла. Стена ҫинчи лампа нӳрӗпе пулнӑ тӗксӗм пӑнчӑсене, журналсенчен касса ҫыпӑҫтарнӑ картинӑсене ҫутатать, урайӗнче лапчӑнса пӗтнӗ витресем, листаллӑ тимӗр татӑкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ. — Юрӗ, майор, — терӗ ӑна Паганель. Ҫуталса ҫитнӗ тӳпере юлашки ҫӑлтӑрсем те ерипен сӳнчӗҫ. Тӳпе пӗрӗннӗ, тӑвӑрланнӑ пек. Сирӗншӗн эпӗ кирек хӑҫан та Саня. Эпӗ Володя ҫинчен пӗлнине куҫран пӑхсах сисрӗ вӑл, анчах йывӑра асӑнса чунне ыраттарас мар тенипе пайтах вӑхӑт хушши ун ҫинчен каламарӗ, пӗрле тӗл пулсанах, ҫинчех калани мана та хуйха ӳкернӗ пулӗччӗ терӗ пулас, туйрӑм ӑна эпӗ хам та. Эпӗ хам темле сӑмах пуҫларӑм та, вӑл мана пӳлсе хӑвӑрт кӑна: «Кайран!» тесе хучӗ. — Епле эсир пирӗн пата? Нумайлӑха-и? Савӑнсах кайрӑм ӗнтӗ сирӗн сывлӑхӑршӑн! — Нумайлӑха мар, Анна Степановна. Паянах вӗҫсе каятпӑр. Унӑн ӑшӗнчи тар йӗпеннӗ пулнӑ мӗн. Эпӗ хама ҫакнашкал пӑлахай пулнӑшӑн ылхантӑм. Автор ҫак ҫӗршыва епле пӑрахса кайни ҫинчен тӗплӗ ҫырать. Ҫулҫӳревҫӗсем, ӑна шыв иличчен, ҫыран хӗрринчи туратсенчен тытма ӗлкӗрчӗҫ. Ним пытармасӑр калассипе ытлашши нумай усӑ курса, эпир хӑшпӗр чухне юрӑхсӑр йышӑнусем тӑвасси патнех пыра-пыра тухрӑмӑр, ҫапла пулӗ тесе шутланипе ӗмӗте хамӑра намӑс кӑтартмашкӑнах кӑмӑл туртӑмӗпе туйӑм вырӑнне хутӑмӑр, халь эпӗ ӑна мӗн калани шӑпах ҫакӑн евӗрлӗскер пулать та ӗнтӗ; ҫавнашкал йышӑнусем пире пӗрлештерекен ҫыхӑнӑва тӗреклетмеҫҫӗ ҫеҫ мар, туйӑмне хӑйне те типӗтеҫҫӗ тата пире пӗр-пӗринчен пистереҫҫӗ; халь вара хӑйне хӑй юратни ӑна чи пӗчӗк йышӑну тума чарчӗ те, тавлашу хӗрсе кайсан, эпир пӗр-пӗрне ӗлӗкрех хамӑр панӑ хӗҫ-пӑшалпа, ҫав тери вӑйлӑ ҫапса хуҫаканскерпе, усӑ куртӑмӑр. — Ах, турӑҫӑм, ах, турӑҫӑм! — апла та капла кускаланипе килнӗ ҫынсене кӳмерен тухма чӑрмантарса, ҫинҫе сасӑпа юрланӑ чухнехи пек чыхӑна-чыхӑна калаҫрӗ вӑл. Ӑҫтан вӑл курма пултартӑр-ха? Кӑмака ҫинче Христишка йӑшаланать, тутисемпе тутлӑн чаплаттаркалать, ыйӑх тӗлӗшпе супӗлтетет. «Атте, хуллентерех!.. Хуллентерех, хуллентерех!..» — тет. Вӑл урисем ҫинче аран тӑрать: «Катя, Катя…» тени кӑна илтӗнет; Эпӗ ӑна тахҫантанпах пӗлетӗп, вӑл тимлӗ, ырӑ, лайӑх упӑшка тата, ку чи кирли, калама ҫук тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын, un parfait honnête homme. Носков хӳме ҫумӗпе тӗлӗнмелле утса пырать, ун хыҫҫӑн тӗлӗнмелле ҫӑра мӗлкесем шуса пыраҫҫӗ; мӗлкесем ҫын хыҫҫӑн ҫакӑн пек йывӑррӑн сӗтӗрӗнсе пынине Яков пуҫласа курчӗ. Гленарванпа унӑн юлташӗсем пӑхкаласа илчӗҫ. Малтан алӑ сассӑр кӑна вашлатса сулӑнать, унтан — ҫеккунт иртнӗ хыҫҫӑн тин — ҫат! ҫатлатать типпӗн, вара каять те каять, каять те каять умлӑн-хыҫлӑн… — Мӗн пулчӗ ӑна? — ыйтать амӑшӗ хӑйӗнчен хӑй е ыттисенчен. Эпӗ ҫав: кулӑшла! — тенӗ сӑмаха час-часах илтетӗп, анчах Иван Козьмич Лутонин кулмасть, вӑл кулнӑ пек туса, куҫӗсене хӗссе, икӗ куҫ хушшине пӗркелентерсе илет ҫеҫ. Икӗ лампӑн тӗксӗммӗн ҫунакан ҫутинче Давыдов малти йӗркесенчи ҫынсен чӑм тара ӳкнипе йӑлтӑртатакан сӑн-пичӗсене курать, лерелле вара пурне те ҫурма сӗмлӗх хупласа тӑрать. Ҫӗннийӗ вара мӗн-ши? Куна вара кам та пулин юри ҫеҫ туса хӑтланма пултарнӑ. Унтан йывӑррӑн, вӑрӑммӑн йынӑшса ярса, тӑсӑлса выртрӗ те лӑпланчӗ… …Акӑ ӗнтӗ ман чун савнӑ Давыдовпа Нагульнова Дон шӑпчӑкӗсем юрласа ӑсатрӗҫ, пулса ҫитекен сарӑ тулӑ пӑшӑлтатса ӑсатрӗ вӗсене. Шырлан варӗ пуҫӗнчен анакан ятсӑр юханшыв чулсем хушшинче шӑнкартатса ӑсатрӗ… Акӑ мӗн тата: эпӗ упранса юлнӑ таварсене пӗтӗмпех ӑна сутрӑм, халь Вяткӑна каятӑп та, кӑштах вӑхӑт иртсен сире хам пата чӗнсе илетӗп, юрать-и? Вӗсем хӑйсен тӑванӗсенчен ачин ачийӗсем таран ҫеҫ килӗштерсе пурӑнма пултараҫҫӗ. — Мӗнле… тӗлӗнтермӗш! Эпӗ май килессе кӗтсе пурӑнтӑм. Андрее унӑн кроликӑнни пек йӗп-йӗпе те хӗп-хӗрлӗ куҫӗсем йӗрӗнчӗклӗн те мӗскӗннӗн курӑнса кайрӗҫ. — Эсир, — ответлерӗ ӑна доктор, — мӗншӗн тесен эсир, чӗлхене шӑл хыҫӗнче тытма пӗлместӗр. Амӑшӗ умӗнче пӑлханса кайнӑ сӑнсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, арҫынсем, хӗрарӑмсем сиккелесе чупса кайрӗҫ, юрӑ малалла чӗннипе халӑх хура шыв юххи пек иртсе пычӗ. Эсӗ ӑна илнине эпӗ те пӗлетӗп, санран та лайӑхрах пӗлетӗп, мӗншӗн тесен вӑл ӗнер кантра ҫинче ҫакӑнса тӑратчӗ — ӑна эпӗ хам куҫпах куртӑм Халь, ав, кӗпе ҫухалнӑ! Акӑ ку маттурсем хӑйсен ӗҫне лайӑхрах тӑвӗҫ. Ҫапла мар-и, тусӑмсем? — терӗ Пӑван йӗкӗлтесе. Эпӗ пурлӑ лашана илетӗп. Ҫемье! — Пӗлместӗп. — Вӗсем мана яланах хӑратаҫҫӗ. Калаҫасса — калаҫмаҫҫӗ. Ҫав тери витерсе пӑхаҫҫӗ. Ара, эсир те юратмастӑр вӗт ӑна. Вӑл хӑвӑрт кӑна кӗсйинчен кошелек кӑларчӗ те, унтан укҫа илсе, Власовӑна:— Акӑ, тархасшӑн илӗр… — терӗ. — Каҫса курасчӗ-ха унта, — шухӑшласа илнӗ Фома. — Тавтапуҫах турра, тавтапуҫах турра, — терӗ Козельцов шӑпӑртатсах юхакан куҫҫульне туймасӑр. Тая пӳлӗмӗнче — ансӑр тимӗр кровать, тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗмар вак-тӗвек лартса тултарнӑ комод, комод ҫинче пӗчӗк куҫкӗски, стена ҫинче пӗр виҫӗ теҫеткене яхӑн карточкӑсем, открыткӑсем. Манӑн хырӑм та выҫса кайрӗ. — Эпӗ нимӗн те каламастӑп. Пӗр негр, Боб ятлӑскер, юханшыв ҫинче лаптак тӗплӗ кимӗ тытнӑ, унӑн хуҫи ҫакна пӗлмен; эпӗ ҫав кимме туянтӑм та уншӑн ҫулталӑк вӗҫӗнче вӑтӑр пилӗк доллар пама пултӑм; анчах киммине ҫав каҫах вӑрласа кайрӗҫ, тепӗр кунне хӑрах ураллӑ негр панкрута тухрӑм тесе пӗлтерчӗ. Пиллӗкмӗш класс пухӑвӗнче Ковычка хӑй сӑмахӗнче ҫав курайман «Мӑйӑха» бойкот евитлемелле тенӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртнӗччӗ ӗнтӗ. Вара куҫӗсене хӗссе калатчӗ: — Ку — чӑн! Анчах хам мӗн курни пурте самолет ҫуначӗ айӗнчен курӑннӑ картта ҫийӗпе иртнӗн туйӑнать, — фронтӑн хуҫланчӑк линиллӗ картти пек, унта Германи ҫарӗсен наступленийӗн хура хумӗ ҫӗкленнӗ пек туйӑнать. Округри ҫӗр управленинчен мухтав хучӗ илтӗм. — Ну, тискер ҫӗленсем, ӑҫта-ха эсир?» Аппӑшӗнчен ыйтрӑм эпӗ: Лукерья ӑҫталла чавтарчӗ, тетӗп. Ҫуркуннене инкубатор ҫырӑнса илӗпӗр те акӑ, кӑлӑк чӑхсем вырӑнне вӑл пире ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн чӗпӗсем кӑларса пама пуҫлӗ. Ҫак ҫӗрпе пӗлӗтшӗн, кӗрлевлӗ шалкам ҫумӑршӑн тата йӑлтӑр-йӑлтӑр сывлӑмшӑн, симӗс-ешӗл сӑрт-тӗмеске хушшинче ҫапкаланса ҫӳрекен улӑпсемшӗн такамӑн чӗри тунсӑхлать… — Мӗн ҫинчен калатӑн ҫак, атте? Анчах вӑл хӑйне ҫирӗп те хаваслӑ сӑмах пачӗ: хамӑн ӗмӗте пурнӑҫа кӳртсен, строя таврӑнсан, ӗҫлеме пултаракан пулсан, — Ольӑпа каллех юрату ҫинчен калаҫма пуҫлатӑп, терӗ. Мӗншӗнне чухласа илетӗн-и? Катара ахаль те нӳрлӗччӗ, ҫитменнине тата иртнӗ кунсенче ҫеҫ ҫумӑр ҫуса иртнӗ — пур ҫӗрте те туратсем ҫинче, йывӑрланнипе чӗтренсе тӑракан эрешмен картисем ҫинче шултра тумламсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ те патлата-патлата ӳкеҫҫӗ. Саша именсе тӑчӗ, пӑтранса кайрӗ. Марийка ҫаврӑнса пӑхрӗ. Балашоври шкултан вӗренсе тухиччен пӗр уйӑх маларах эпӗ хама ҫурҫӗре яма ыйтса ҫырса патӑм. Бяла Черквара аттен чи лайӑх тусӗ, калама ҫук ырӑ ҫын пуррине асӑма илтӗм. Ҫийӗнчен тата кунта мана унран урӑх никам та пӗлмест, вӑл та хам кам ывӑлӗ иккенне каласа панинчен кӑна пӗлчӗ. — Чӗрри ҫеҫ ҫав… — илтӗнчӗ малти пӳлӗмрен вӑйсӑр сасӑ. — Каҫранпах выртатӑп, пуҫа ҫӗклеме те ҫук. Юлашки минутра, пурне те туса ҫитернӗ хыҫҫӑн, алӑк патне ҫитсен вӑл ӑс-тӑнне ҫухатнӑ… Астӑватӑп-ха, авланас умӗн эпӗ ӑна хамӑн дневника кӑтартрӑм. Пирӗн директор питӗ те ӑслӑ ҫын пулас. — Ватӑлса та кайнӑ-иҫ мансӑр пуҫне, тухатмӑшсем. — Вара вӑл хӑй кулса ячӗ. — Мӗн тума? Эпӗ Дубков патне пытӑм та; хӗрӳпе вальс нумай ташларӑн-и, тесе ыйтрӑм. Анчах Марийкӑна качча илесси ҫинчен вӑл шухӑшлама та хӑранӑ-ха. Ҫитменнине тата хӑй ҫине шанакан, кӑштах пултаракан тата темле мыскараллӑ, йӳҫенкерех ҫын пулнӑ, апла пулин те, вӑл кӑмӑла каякан этем пулнӑ. Урамра эп тухнӑ чух ҫутахчӗ-ха; хӗвел аннӑ вӑхӑтчӗ, унӑн йӑлтӑр-йӑлтӑр ярӑмӗсем Садовой енчи хирӗҫле кантӑксем ҫине ӳксе ытарма ҫук илем кӳретчӗҫ. Артамонов тӳрленсе ура ҫине тӑчӗ. Атте яланах калатчӗ: «Хӑҫан та пулин каялла пама шутлатӑн пулсан, кивҫенле илни — ҫылӑх мар», — тетчӗ; тӑлӑх арӑм вара: «Ку вӑл вӑрланиех, сӑмаххи кӑна урӑхла, йӗркеллӗ этем нихҫан та апла тумасть», — тетчӗ. Хулари пӗтӗм урамсемпе тӑкӑрлӑксенче пылчӑк кӑна; тикӗт пек хура лапрасӑр пуҫне, нимӗн те ҫук вӗсенче, пур ҫӗрте те ик-виҫ дюйм хулӑнӑш пылчӑк, хӑш-пӗр тӗлте вӑл пӗр фут хулӑнӑш та пулать. Ванюша ӑна чей леҫсе пачӗ, вӑл кӑмака патне кӗтессе ларчӗ, карчӑк пӗр именмесӗрех хӑйӗн ӗҫне турӗ, вара вӗсем, чей тата чихирь ӗҫкелесе, казаксем хушшинчи ӗҫсем ҫинчен, кӳршӗсем ҫинчен, Россия ҫинчен (ун ҫинчен Оленин каласа пачӗ, лешсем ыйта-ыйта пӗлчӗҫ) калаҫса ларчӗҫ. Зеб Стумпшӑн Луиза Пойндекстер, паллах ӗнтӗ, килте пулнӑ. — Ҫук пулас. Тӑхта! — кӗскен хӑтӑрса пӑрахнӑ ӑна Ежов, малалла вуласа. — Ак ӗнтӗ эрех мӗн тӑвать, — тенӗ Миките. Мӗн ҫинче вӗҫнӗ? Фашистсен пуҫлӑхӗсем ӑҫтине шыраса тупӗччӗ тата фашист шайккин мӗнпур членӗсене, мӗнпур офицерсемпе салтаксене шута илме тытӑнӗччӗ. Ман пеккисене качча илеҫҫӗ-и вара? Ӗҫ ӑнӑҫнине пула Роберт питӗ савӑнать. Акӑ, ме сана, Алёша, Павелӑн маузерне, кам антарса хӑварас, тет, пӗр шухӑшламасӑрах яра пар, — тесе хучӗ Холява, вагонри халӑха хӑратас шутпа. Вӑл сӑмса витӗр, сассине хӑпартмасӑр та антармасӑр сӳрӗккӗн калаҫрӗ, анчах кӗске вӑхӑтрах нумай каласа пама ӗлкӗрчӗ. Пысӑк та самӑрскер, вӑл куҫӗсемпе аялалла пӑхса, кӑкӑр ҫинчи тутӑр ҫӳҫине пӳрнисемпе тыткаласа, пӗрпекле ӳркенчӗкӗн калатчӗ: — Унта ҫамрӑкки кирлӗ. Анчах ун пек чухне вӑл айванла калаҫнине атте асӑрхамасть те, вӑл ун ҫине ҫаплах вӗри туйӑмпа, ӳсӗркелесе, ҫунатлантаракан савӑнӑҫпа пӑхать. — Питӗ шеп пенӗ, — палӑртнӑ Соломон. Акӑ Канаш ҫурчӗ умӗнче тӳрем курӑнса кайрӗ: пуҫсен тӗтре капламӗсем хуплакан океанӗ, хунарсен сарлака йӑлтӑртатӑвӗ. — Мӗн эсир, Петербургран килтӗр-им, йӗкӗт? — ыйтрӗ вӑл Володьӑран, йӑваш сасӑпа. Татӑк урисене кровать пуҫӗ айне чиксе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, вӑл пӗрре авӑнчӗ, тепре тӳрленчӗ, кашнинчех авӑнас-тӳрленес хӑвӑртлӑха чакарса, «пуҫ таяссине» ӳстерсе пычӗ. Эсир, присяжнӑйсем, ытти ҫинчен хӑвӑр чухласа илӗр. — Ҫук. — Ҫапла, ыран! — Мӗн-ха манӑн пӗччен хӑналанас? — терӗ арҫын, хулпуҫҫине ҫӗклесе. — Вӑт укҫасӑр ларса тӑма хушатӑп та сана. Аплах мар. Пӗри юлнӑ, Дик Сэнд, — кӗҫӗн матрос, вунпилӗк ҫулхи, ачалӑхран уйрӑлман ҫамрӑк. Ҫав хӗр ҫеҫ мар, вӑл та, иккӗшӗ те вилме кирлӗ!.. Алӑк кӑштах уҫӑ. Малтан пӗрре калаҫма пуҫланӑскер, вӑл ӗнтӗ малалла та сӑмахлама пӑрахмарӗ. Уэлдон миссис, Том, Актеон ҫӗр хӑвӑлӗ умне юлчӗҫ. Ватӑ Нэн ҫӗр хӑвӑлӗнче ҫывӑракан Джек ҫумӗнче ларчӗ. Ыран килсемех. Каҫӑр сӑмсаллӑ пичӗ унӑн кӗреҫе пек лаптак; упа куҫӗ пек пӗчӗк куҫӗсем ҫӑра куҫ харшийӗсем айӗнче пытанса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем ҫинче шурти мӑк майлӑ вӗт ҫӑм ункисем, пуҫӗ ҫинче ҫав ҫӑм-ҫӳҫӗ тачӑ ҫӗлӗк пек пулса кӗҫеленсе тӑрать, вӑл кукӑр пӳрнисене ҫав ҫӳҫӗ ӑшнелле аран ҫеҫ кӗртсе ярать. Юланутҫӑ сулса янӑ хӗҫне чарас темерӗ, ҫамрӑк ачан сарӑ пуҫӗ тӑрӑх хӗҫ лаптӑшӗпе сӑтӑрса илчӗ. Халӑх ушкӑнӗнчен хӑшӗ те пулин: — Ҫавсем, ҫавсем! — тесе хуравлать. Сехре хӑпнипе пӗрлех хурланни те, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑлӗ ҫӗкленни те палӑрать унӑн сасартӑк улшӑннӑ пичӗ ҫинче. Халӗ вӑл ҫав хӑрушӑ ҫырӑва пӑхмасӑрах тенӗ пекех астӑвать. — Мӗнрен хӑрамалла-ха? — терӗ майра. Тӑнсӑр выртакан ҫынна вӗлермелле тӑваҫҫӗ! — Мӗнле-ха, эс кунта кӑшт пурӑнатӑн-и? — ыйтрӗ Оленин. — Тӗлӗнмелле илемлӗ унта. — Акӑ куратӑр-и, — каласа пама пуҫларӗ Берсенев салхуллӑн йӑл кулса, — ҫакна мӗнле ӑнлантарса памалла-ши сире? Ҫывӑрӑр, — шӑппӑн каларӗ ӑна Мартини. Карди пӗр сӑмах та чӗнмесӗр тӑрать. Митя ун пирки:— Браво-о! — тесе кӑшкӑрнӑ. Хӑй чи тӳрӗ кӑмӑлсемпе «сӑмах тытасшӑн» пулнине вӑл темиҫе майпа та кӑтартса памашкӑн тӑрӑшать. Полк командирне катаран курсанах, Лозневой тӳрех пӗлчӗ: Волошин лӑпкӑ мар. — Тӑваратӑп, тата мӗн тӑвас? — Унтан ҫав. — Ҫук! — кӑшкӑрчӗ Татьяна, пукан ҫинчен тӑма пикенсе. Но «Ромашов кӑтартса пани» лайӑх тухрӗ пулмалла-ха, мӗншӗн тесен эпӗ унта «Главсевморпуть руководствине киревсӗр улталаса» тесе, ҫавӑн евӗрлӗ пур сӑмахсемпе малалла та ҫырса пырсаттӑм. Мӑнаккӑшӗ патне куҫсан, вӑл ун ҫумнерех тӗршӗнсе:— Аппа, каласа пар мӗн те пулин, — тесе аптӑратнӑ. — Мӗншӗн тесен эпӗ сире ҫав вӑхӑтра ҫав тери юратрӑм. Эсӗр тӗлӗкре йынӑшаттӑрччӗ, ҫав тери хӗрхентӗм сире. Белецкий вара: ку вӑл нимӗн те мар, тет. Джон Мангльс Паганельрен трубине ыйтса илчӗ. Эпӗ хамӑн ӗмӗрте вӑл шпалсене Россия тӑршшӗпе мӗн чухлӗ кӑна хурса тухман… — тет те вӑл кӑмӑллӑн кашни смена килмессеренех, хӑй вара каллех ҫӗнӗ сменӑна ӗҫлеме юлать. Тимӗрҫӗ хутаҫне ҫӗре лартнӑ-лартманах унтан сиксе тухрӗ те вӑл, тӳрех тимӗрҫӗ ӗнси ҫине утланса ларчӗ. Ара пурте куҫ умӗнче вӗт! Чӗрӗ Тург мар, вилӗ Тург: ҫурма ишӗлчӗк, ҫаралса юлнӑ, шӑтӑк-шатӑк ҫуркаланса пӗтнӗскер. Унтан тӗрме стени курӑнать. Залӑри стенасем ҫинче, чӳрече хутлӑхӗсенче, виҫшер лампӑллӑ брасем ҫунаҫҫӗ, маччаран чӗтрекен хрусталь ярапаллӑ люстра усӑннӑ. Чудотворец эп, — тесе сӗмленме пуҫлать, вара хайхи сывлӑшне кӑларма та тапратать… Час-часах вӑл кӳршӗре лавка тытакансене хӑйпе тавлашма чӗнетчӗ: — Кам вунӑ тенкӗлле тавлашать? Амӑшӗ ӑна итлерӗ. — Ку арҫын пулас? 1788 ҫул ҫитсен, Филипп капитан Джексон портне кайса Англин пирвайхи колонине туса хурать. Хӑвӑнтан та тӗтӗм шӑрши кӗрет. Пирӗн вӑт йытӑ — чӑн-чӑн тискер кайӑк… Унтан, сулӑнса кайса, ура ҫине тӑнӑ… Сасартӑк вӑл хӑй халӗ ҫеҫ темӗскере, питӗ те хаклӑскере, ҫухатнине пӗтӗм ӑшчикпе туйса илнӗ, анчах та ҫухату пуличчен ҫав япала хӑйӗнче пуррине нихӑҫан та асӑрхаман пулнӑ вӑл… Ӗлӗкрех тӳрӗ кӑмӑллӑ, уҫӑ чунлӑ пулнӑ амӑшӗ халӗ ҫынсемпе чееленсе калаҫни, суйни Натальйӑна кӳрентернӗ; вӑл, амӑшӗ, Петртан хӑрать пулмалла, ҫавӑнпа Петр ҫакна ан асӑрхатӑр тесе, унпа йӑпӑлтатса калаҫать. Акӑ, хунарпа ҫутсан хӑрушӑ терӗмӗр-ха эпир, тӳррипе каласан, ним хӑрушши те ҫук. Чӑнах та ку вара ҫак вырӑна ҫыпӑҫуллӑ ят. — Эпӗ ӑна хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма май парас тенӗччӗ. Вӗсене ҫаратас шутпа вӗлернӗ пулӗ, тесе шухӑшлама пӑхрӗ тахши, анчах ун пек шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен килти пурлӑхне нимӗн те илсе кайман, тата, тӗрӗссине каласан, Хопровӑн илсе каймалли те ҫук. Чурара пурӑнакан халӑхӑн ӑҫтан пулчӗ-ха ҫавӑн пек чӑрсӑрлӑх, чуралӑхра тытакансем ӑҫтан хӑраса ӳкрӗҫ-ха? Эпӗ ун ҫывӑхне ҫитерехпе унтан темиҫе мильре майӗпен ҫӳреме пуҫлатӑп, ирхине вара, хӗвел тӳхнӑ-тухманах, ҫыран ҫывӑхнерех пырӑпӑр. Марья Николаевна ун ҫине ҫутӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ, пуҫне сулчӗ те пусма тӑрӑх аялалла чупса анса кайрӗ. Эпир иксӗмӗр хашкаса касса патне чупса ҫитетпӗр: — Проксима патне ҫитиччен билетсем тата пур-и? Ӑна тӳшек ӑшне пытарать — пултараймасть тетӗн-им? Огнянов паян Стефчов ятне пӗрремӗш хут илтрӗ те сӗлкӗшрӗ. Темиҫе минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн: «Итлӗр-ха, Максим Максимыч, — терӗ мана Григорий Александрович, — капла майпа ӑна эпир чӗррӗн илсе ҫитереймӗпӗр». Десерт ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл мана хӑйӗн кабинетне пыма хушрӗ. Анчах та Оленинӑн тем пулсан та абрексене курасси килчӗ. Ывӑннӑ кӑкӑрсенче ыйхӑланӑ пек пытанса пурӑннӑ тарӑху халь ӗнтӗ вӑранчӗ, хӑйне ирӗке кӑларма ыйтрӗ, сывлӑшра савӑнса вӗҫрӗ, хӑйӗн тӗксӗм ҫунаттисене ытларах сарчӗ, ҫынсене ҫирӗпреххӗн ҫавӑрса илчӗ, хӑйӗн хыҫҫӑн илсе кайрӗ, пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнтарчӗ, ҫулӑмлӑ ҫилӗ пулса пычӗ. — Варламовӑн! — терӗ леш енче тӑракан кӗтӳҫӗ те. Николай пичче кӗчӗ, вӑл пӗчӗк те тап-таса ҫын, яланах шухӑшлӑ ҫӳрет, тирпейлӗхе юратать, ҫынна сума сӑвать, вӑл Карл Иванычӑн ҫывӑх тусӗ. Хӑйӗн ҫӗмренӗсене Луиза кайӑксем ҫинелле тӗллесе яман-мӗн. Ӗнер ҫеҫ вӗт-ха Федор ӑна: «Кун пек чух хастарлӑ ҫынсем кирлӗ» тесе каланӑччӗ. Комендант, хӗрарӑм еннелле пуҫне сулса, ӑна калама чарчӗ: — Кайран калаҫӑпӑр. Пичӗ унӑн шуранка-кӑвакчӗ, куҫӗсем сӳннӗччӗ, хӑйне мӗскӗнӗн тытатчӗ. — Салам пултӑр, Юрий Алексеевич! — Халь инҫе мар ӗнтӗ, — терӗ Юргин. — Инкек мар, Лу, анчах пит кӳренмелле япала. — Хӑвӑр ӗҫ, анчах ытлашши ӗҫсе ҫиместпӗр, мана юрамасть: вырӑнтан кӑларса сирпӗтеҫҫӗ, парти енӗпе хӗрӳ выговор пама пултараҫҫӗ, вара черкке тытнӑ пӳрнесене ҫулталӑк хушши вӗрсе сивӗтме тивет. Вӑл панӑ ответран, тен, Гарри Грант тупӑнма пултарать пулӗ. Акӑ вунпӗр те ҫапнӑ. Тавернӑра та хӑй ҫутисем сӳннӗ. Пур ҫӗрте те тӗттӗм. Флигеле ҫӳрекенсенчен вӑл пӗчченех пирӗн киле иленчӗ, аннеҫӗме килӗшме пултарчӗ. Унтан касса кӑларнӑ пӗрене татӑкне хӑй вырӑнне кӗртсе лартрӑм, ун айне икӗ чул хутӑм, тепӗр чул айккинчен тӗрентертӗм, мӗншӗн тесен ку тӗлте пӗрени кукӑрччӗ те ҫӗре перӗнейместчӗ. Ҫил-тӑвӑл тепӗр чух пытанать пулин те, карапа яланах сыхласа тӑрать. Пурӑнмалли условисем чӑнах та йывӑр ӗнтӗ. Герцог ӑна вӑтанмалла мар, хӑвна ху кӑшт ярулӑрах тытмалла тесе вӗрентрӗ; енчен кам та пулин ҫын ӗҫне сӑмсине чикме шутлать пулсан, Джимӑн хӳшӗрен сиксе тухмалла та ташлам пекки тумалла, тискер кайӑк евӗр мӗкӗрсе те илмелле, — ҫапла тусан, килен-каян час тасалать, никам та кансӗрлемест. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, ачасем, пулӑшӑр, — кӑшкӑрчӗ Николай Петрович: — эрехлӗх паратӑп! Виҫҫӗмӗшсем тарӑхса, ятласа кӗтӳҫе кӑшкӑраҫҫӗ: «Эсӗ улталатӑн, кӳреннисемпе кӗлмӗҫсем сана пирӗн сыхлӑха сӗвӗрӗлтерме, пирӗн ҫурт-хуралтӑна ярса илме хӗтӗртнӗ». Хулари ҫынсем короле хӑйсене губернатор питех те хӗсӗрлесе пурӑнни ҫинчен каласа панӑ. — Туземецсем вӗсемпе пӗчченшерӗн кӗрешеҫҫӗ, эпир вара кунта нумаййӑн тата лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ. — Сирӗнтен, илемлӗ донья Исидора. Анчах маларах, пулӑпа муталашнӑ чухне, вӑл чӑтса тӑраймарӗ, Ромашова начальникле сасӑпа кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Подпоручик! — Эсир тӗрӗс калатӑр. Павка стена ҫине хӑйӗн тусӗн тӑмаланнӑ мӗлки ӳкнине асӑрхарӗ те ун еннелле ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах:— Лар, Климка! — терӗ. — Ӳсӗрӗлсе кайрӗ йӗкӗт, — терӗ лавҫӑ. — Тӑхта, калаҫма чарӑнатӑп акӑ… — терӗ вӑл. Ачасене ман халь ним ҫитерме те ҫук ӗнтӗ. Мана унта темле кичем те йывӑррӑн туйӑнатчӗ, эпӗ хам тӗллӗн пурӑнма, иртен пуҫласа ҫӗрлеччен Кунавинӑн хӑйӑрлӑ урамӗсенче, пӑтранчӑк Ока шывӗ хӗрринче, уйра та вӑрманта ҫӳреме хӑнӑхнӑччӗ. Винтовкисен вӗҫӗнче — ҫӗҫӗ майлӑ сарлака штыксем. Пуҫӗсенче — йывӑр хурҫӑ шлемсем. Ҫурӑмӗсем хыҫӗнче — пысӑк кутамкасем. Эпир калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл пирӗн пата систермесӗр пырса тӑнӑ иккен, калаҫу ӑна интереслентернӗ пулас. Амӑшӗ сентре ҫинелле пӑхрӗ, унта вӗсен пӗчӗк сехет пур. Виҫӗ пӗчӗк ачана ҫӑлакан старике ирӗке янӑшӑн! Фабрикӑри пӗр-пӗр столовӑйра хӑй сурӑхӗсен какайне таҫти рабочисене е хӗрлӗармеецсене ҫитересшӗн мар вӑл. Унтан чылай укҫа илнӗ хыҫҫӑн вӑл кӗске вӑхӑтрах йӑлт улшӑнса кайнӑ: аталанакан ӑспа таланта курайми пулнӑ. Ҫул ҫинче чирлеме юрать-и вара? — Ӗҫӳ ӑнӑҫлӑ пултӑр. — Шкул патӗнче отряд салтакӗсем валеҫсе параҫҫӗ, анчах унта нимӗн те юлмарӗ ӗнтӗ. Эпӗ те, пуҫа хыҫалалла ҫавӑрса, пӑшал ҫине пӑхрӑм. Паллах, ҫав йӗрӗнмелле ҫӑткӑн чӗрчунсем мана тытса ҫинӗ пулӗччӗҫ ӗнтӗ, хама телей килсе тухни ҫӑлман пулсан; мана ҫӑлма шанчӑклӑ тусӑм — хамӑн йытӑ Тарӑ чупса ҫитрӗ. Нимӗҫсем килессе пурте тахҫанах пӗлсе тӑнӑ пулин те, хула салатса пӑрахнӑ кӑткӑ йӑви пек вӗркӗше пуҫларӗ. Халиччен вӗсем килессе пит ӗненсех каймастчӗҫ. Туземецсем ҫав тӗмеске йӗри-тавра ҫавӑрса илчӗҫ. Пӗри те пӗр сӑмах чӗнмеҫҫӗ. Вӑл пирӗнтен пуринчен те ытларах пултарать, ҫавӑнпа вӑл чи асли те. Йӗнерсем пӗр пек нӑтӑрт та нӑтӑрт тӑваҫҫӗ, лашасем шӑмшакка лӑплантармалла тикӗс юртса пыраҫҫӗ. — Ытах та эс чӑн-чӑнах хӑтланатӑн пулсан, эпӗ те санпа чӑн-чӑнах хӑтланӑп… — Эсир тахҫанах унпа паллашасшӑнччӗ. Хӑй ҫине хӗрес хывма, «свят, свят» теме те ӗлкӗреймест вӑл, каллех тӗлӗк тӗлленет: Яков Лукич Ҫемен ывӑлӗпе, Агафон Дубцовпа тата хӑйсен хуторӗнчи ытти казаксемпе пӗрле темле пысӑк плантацире помидор татать, вӗсем ӗҫленине шап-шурӑ тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Анчах эсир хӑвӑрӑн ырӑ кӑмӑлӑра пула ун ҫинчен нумай каласа патӑр ӗнтӗ. Каласа пӗтерейменнине те хӑвӑр йӑмӑкӑра шаннӑ пек, каласа патӑр ӗнтӗ. — Ан йӗр! — терӗ Павел ачашшӑн та хуллен, анчах та ку сӑмах ӑна вӑл сывпуллашнӑ пек илтӗнчӗ. — Сывах-ха, сывах, улпутӑм, сывах. Ку ҫырусем вӑрӑмрах та ӑшӑрах пулса пычӗҫ, вӑрҫӑ пирки татӑлнӑ хӑюсӑр, ҫепӗҫ юрату Ольӑшӑн ӳссе ҫирӗпленсе пынӑ пек туйӑнчӗ. Нумаях та пулмасть, пӑлхав каҫхине, ҫак ҫӗр чавакансенчен чылайӑшӗ, аллисене пӑшал тытса, штыксене кӑнтарса тӑнӑ. Иккӗленмелли ҫук. Августӑн 30-мӗшӗнче горизонтра Мадера утравӗ курӑнчӗ. Ну мӗнле, пыратӑр-и пирӗнпе пӗрле? Лешӗ самоварсем вӗреме кӗнине, ытти ӗҫсем те пурте хатӗр иккенне пӑхса илчӗ те, аллисене кӗсъине чиксе; шӑл витер чӑртлаттарса сурчӗ, унтан хӑйне пысӑка хурса, Павка ҫине шурӑ куҫӗсемпе йӗрӗнчӗклӗн пӑхса, нимӗн хирӗҫ тавӑрса калама ҫук мӑнкӑмӑллӑ сасӑпа: — Эй, эсӗ, шӗлепке! Марсӑн хӑш-пӗр ҫӗрте пӗлӗтсемпе хупланнӑ, кӗмӗл тӗслӗ ҫаврашки палӑрмаллах сарӑлса пырать. Кӗҫӗн Аким, хуторти ҫынсенчен пуринчен те хӑюллӑ йӗкӗтӗн хуратут пуснӑ сӑн-питне тинкерсе, ҫапла каларӗ: — Куратӑн-и, юлташ, манӑн хӗрӗме килӗшрӗн иккен эсӗ: ашшӗне ӗмӗрте те таса алшӑлли хурса паман вӑл, сана вара — сӗтел хушшине вырнаҫса ларма ӗлкӗричченех хурса пачӗ. Мӗнле кӑна халӑх пуранмасть кунта: мӗн чухлӗ кухарка, мӗн чухлӗ поляк! пирӗн пек чиновниксем вара йытӑ кӗтӗвӗ чухлех, пӗрин ҫинче тепри лараҫҫӗ. Вӗсене саспаллисем пекех хут ҫине йӗппе тирсе мӑкӑртса кӑлараҫҫӗ, нота паллисене, кӗнеке ҫинчи пекех, уйрӑм паллӑсемпе пӗр йӗркене вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах ҫук, тӗл пулаймарӑмӑр! — Мӗн унта? — тесе ыйтрӗ вӑл. Король майри ман тӑван ҫӗршывпа ҫӳревсем ҫинчен темиҫе ыйту пачӗ. Эпӗ ӑна пит ӑнланмалла кӗскен те уҫҫӑн каласа патӑм. — Мӗн шут тытрӑр вара? Мӗн мурӗ пулчӗ вара ку шуйттан чӗлӗмне? — Кампа хирӗҫрӗн-ха вара эсӗ, тӑванӑм? Вӑл япала ӗнер кӑна пуҫланнӑ пулсан, татахчӗ, эпӗ ӗнтӗ тертленсе ҫитнӗ… кӑштах тӑхтам-ха, каярахпа унта… Кайӑр ман пӑтӑмран! — терӗ. Академи мӗнле вара? Эх, юратмастӑп! — Этем тӑвасшӑн эпир унран. Пӗрмаях пирӗнпе пӗрле килчӗҫ. Мӗн чухлӗ терт! Кӗтесре, стена патӗнче, мӗлке хускалчӗ. Денни ҫавӑрӑнса аннӑ. Акӑ, пӗр салтакӗ ҫичӗ кӗренке ҫисе ярать те пӑрӑнать, урӑх пултараймасть. Зоя ӑҫта, пӗлместӗн-и? Боцмана, шлюпка командирне, кӑкӑрӗнчен шӗвӗр пикӑпа амантнӑ. Вӑл аллине шӑппӑн тӑсса хучӗ, ансӑр ал лаппине тупанӗпе ҫӳлелле тытрӗ, ҫапла пӗр хушӑ тӑчӗ. Акӑ, вӗсем ҫисе пӗтерчӗҫ, йывӑрланса карӗҫ, ывӑнса ҫывӑрма саланса пӗтрӗҫ; карчӑк ҫиленсе ӳпкелешнисемпе турра кансӗрлерӗ те кӑмака ҫине улӑхса канса шӑпах пулчӗ. Чӗтрекен пӳрнисене ҫӑварне чикес тесе, вӑл урайӗнче аран-аран сывласа ларчӗ. Калитке чӗриклетсе уҫӑлчӗ. — Мӗн тетӗн? — тенӗ Миките. Анчах кунта иккӗленмелле япала сиксе тухрӗ: Грант капитан ҫинчен илнӗ юлашки хыпар Кальяоран тухнӑ, ӑна 1862 ҫулхи майӑн 30-мӗш числипе паллӑ тунӑ. Ҫав самантра кабинет алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ, ман пичче ҫитсе те кӗчӗ. Кун каҫиччен пурӗ те вунӑ миль кайсан, отряд ҫӗр каҫма тесе ҫӳллӗ упа саррисен тӳлекӗнче чарӑнчӗ. «Епле-ха вара», — терӗ допрос тӑваканӗ мана хирӗҫ, — «епле-ха самозванец пӗр офицере-дворянина хӗрхенме, ҫав вӑхӑтрах унӑн ытти мӗнпур юлташӗсене тискеррӗн вӗлерме пултарнӑ? Татах ытларах ывӑннӑ Давыдов ура ҫине тӑчӗ: — Эпӗ каятӑп, унсӑрӑн эпир ятлаҫма тытӑнӑпӑр… Унӑн экипажӗнче пӗтӗмпех французсем эмигрант-офицерсем, тарса ҫӳрекен матроссем. Петр Васильев ҫынсене хӗрхенместчӗ, турӑ ҫинчен вара ӑшӑ кӑмӑллӑн, йывӑррӑн сывласа илсе, куҫӗсене пытарса сӑмахлатчӗ. Вӑл хӑйӗнпе тытӑҫасшӑн пулман ачана хӑваласа икӗ хутчен круг тавра ҫавӑрӑннӑ. — Нимӗҫсем-и? — Ытларах та ытларах ҫӑралса пымалла. Кун чухлӗ курнипе те ҫитӗ-ха тесе, эпӗ ура ҫине тӑрса ҫул ҫине тухрӑм, ҫак ҫул мана мӗнле те пулин индеец пӳрчӗ патне илсе тухӗ, терӗм. Темиҫе секунд хушши вӑл Лозневой ҫинчен куҫӗсене илмесӗр тӗллесе пӑхрӗ, унӑн куҫ тӗкӗсем те хускалмарӗҫ. — Ҫук, унӑн ашшӗн, — терӗ Троекуров, — тепре каласан, ашшӗ те лайӑх вӑрӑ-хурахахчӗ ҫав… Хӑнӑхнӑ йӑласенчен иртме питех те йывӑр мӗн. — Эпӗ! — тесе сиксе тӑчӗ Роберт. Ҫутӑлнӑ. Паҫӑрхи пекех турта хушшинче ҫил шӑхӑрать, паҫӑрхи пекех юр тӑкӑнать, анчах вӑл ҫуна хупӗ ҫине ӳксе ҫатӑртаттармасть, пӗр сассӑр ӳкет, ҫунапа лаша ҫине ҫӳллӗрен ҫӳллерех купаланать, лаша тапранни те, вӑл сывлани те урӑх илтӗнмест. Эсӗ, яланах ҫакӑн пек авланусене хирӗҫ пыракан ҫын тесе шутланӑскер, кӑна эсӗ калатӑн-и! Каҫ-кӳлӗм вӑл шӑмӑ купи тӗлне — кашкӑрсен ӗҫки-ҫикин юлашки патне пырса тухрӗ. — Эсӗ мана ан шуйттанлат! Юлашкинчен, хӗрӗн пиншак патне чупнӑ чух ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ ҫитрӗ. Испанире пулса иртекен ӗҫсем пуҫран тухма пӗлмерӗҫ. Эпӗ ӑна хуллен вӑрҫса илтӗм, кочегар тата тепӗр хут ман тупанне чӑмӑртарӗ. Квакин пуҫне чикрӗ те майӗпен утса кайрӗ. Жид, ҫӗр червонец пар!» Иккӗшӗ те чӗтреме пуҫларӗҫ. Килне вӑл «пушӑ алӑпа» таврӑнма пултарайман. — Энрико коридорта следователь пӳлӗмӗ умӗнче чарӑнчӗ те ҫемҫен:— Эпӗ сире ӗненетӗп. Огнянов килӗшсе пуҫне сулчӗ. Ҫапла вара, Степан Иванович сӑмахӗпе каласан, вӗсем ҫерҫисен пысӑк ушкӑнне тӑрантарса пурӑнас ӗҫе хӑйсем ҫине илчӗҫ. — Ия-я, ачам, — шухӑша кайса, тӑсса каларӗ вӑл, — санӑн вӗренмеллеччӗ те, эсӗ кая юлнӑ! — Сӑнран пӑхма эсӗ те колхозник, чӑннипе илсен — кулак хӳрешки. Кам эпӗ, ӑҫта вӗреннӗ, мӗншӗн тата эпӗ летчик пуласшӑн? Унта акӑ мӗн ҫинчен каланӑ… Кукша пуҫлӑ, хӗрлӗ сухаллӑ, ҫунса тӑракан питлӗ, кӗрен-кӑвак хӑлхаллӑ, ҫап-ҫаврака та ҫивӗч ҫын, кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа, антӑхса кайса, хӗрарӑмла ҫуйӑхрӗ: — Степа — тӗрӗс! Мишель Флешар ним ӑнланаймасӑр хӗрарӑм ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Вӑл каллех ӑнланмарӗ. — Малтан сивӗччӗ, халь… халь вӗри. «Э, ҫук, ку манӑн пӳрт мар, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнчӗ: — ман пӳрте тимӗрҫӗ килсе кӗрес ҫук. Пӑван пур енӗпе те чаплӑ ҫын мар, анчах вӑл эсир ун ҫинчен шухӑшланинчен нумай авантарах. Санин ҫаврӑнса тӑчӗ. Ту ҫумӗнче аялтинчен, тинӗс патӗнчинчен, палӑрмаллах сулхӑнтарах. Шкула ҫав-ҫавах, мӗнле калас, праҫникри пек майламалла! Техасра ун пек шукӑльсем туллиех, вӗсем кунта пӗр-пӗр айӑппа килсе лекеҫҫӗ е мӗн те пулин курса ҫӳремелли шыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та хӑйсен тӗрӗс ячӗсене каламаҫҫӗ. Горизонтра шывпа пӗлӗт кӑна пӗрлешсе тӑраҫҫӗ. Яков Лукич арӑмне хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. — Шалопай мар… каллех — ӑслӑ ҫынсем! — усаллӑн ответленӗ Фома, хӑйӗн чӑн шухӑшне хирӗҫлесех. Вӑл мулат пекех хура сӑнлӑ тата уксах пулсан та, кушак пекех ҫӑмӑл. — Мӗншӗн ларатӑн? — тесе ыйтрӗ вӑл сак ҫинче ларакан старикрен. — Пулас туя йӑлтах хатӗрленсе ҫитрӗм ӗнтӗ, Пловдивран револьвер илсе килессе кӑна кӗтсе тӑратӑп. Вӑл урса-тилӗрсе вун икӗ ҫӗрте калаҫрӗ, унӑн сӑмахне тӗтреллӗ тӗкӗрсем ӗҫлевҫӗсен кварталӗсене ҫитереҫҫӗ. Вӑл: ташлама эпӗ Сокольникири чапа тухнӑ Боб Гороховран вӗреннӗ, ҫав Боб тени хӑй татах та чаплӑрах, пӗтӗм Мускав пӗлекен Поль Судаковскинчен вӗреннӗ, вӑл таҫта ҫар академийӗнче, Наркоминдел клубӗнче те ташлама вӗрентет, терӗ, эпӗ ҫав чапа тухнӑ ҫынсенчен салонсенчи ташӑсен чи паха традицийӗсене вӗренсе юлтӑм, чӑн-чӑн урасемсӗр ташлама май пулассине шансах кайма ҫук, ҫапах та эпӗ сире ташлама вӗрентетӗп те пулӗ, терӗ. Экспедици Дельгадо сӑмсахӗнчи Рувум шывӗн варринче вӗҫленмелле пулнӑ — ҫак шыв тӑрӑх анаталла анма шутланӑ ҫулҫӳревҫӗ. — Тӗрӗс, Дик! — килӗшрӗ Халл капитан. — Иккӗленсе тӑмалли ҫук! Эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршыва таврӑнтӑм. Ача чухнехи пӗчченлӗх патне таврӑнас тесен тата хӑранипе каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр кама та пулин каллех кӗтсе пурӑнас тесен, ҫитӗнсе ҫитмелле, хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫламалла пулни тӗлӗнтерет ӑна. Вунӑ минут иртнӗ, вӑл ҫаплах хӑйӗн кӗтессинчех ларнӑ. Ӗлӗк тӗрмене вӑрланӑшӑн лартатчӗҫ, анчах халь чӑнлӑхшӑн лартма тытӑнчӗҫ. Радуба пӑшалпа персе айӗнче ҫуталса тӑракан шӑтӑка ӳкерме пӗр пуля та ҫителӗклӗ. Ҫилле хывнӑ игумен татах ҫаврӑнса тӑчӗ, хальхинче тинех вӑл Мунчо тем пӑшӑрханнине асӑрхарӗ, ухмах сиксе чӗтрет, йывӑррӑн сывлать, йӑлтӑркка куҫӗнче сехри хӑпни палӑрать. Анчах вӑл ҫакӑншӑн пӗртте кулянман, халь ӗнтӗ хам ывӑлпа хам хуҫа, лайӑх кӑтартӑп-ха эпӗ ӑна тенӗ. — Тепӗр хут ырӑ сунатӑп! — терӗ Василий Иванович, аллине тарпа хуралса кайнӑ ҫӳхе калпакӗ ҫумне ҫарҫынни пек тытса. Валька ларнӑ ҫӗртенех: ачасен ҫуртӗнчи ачасене те комсомола ҫырӑнма юрать-и, тесе ыйтрӗ. Пӑшалсемпе хӗҫпӑшал хатӗрӗсене ӑҫтан тупмалла! — Ӗҫсем мӗнле унта сирӗн, Ольховкӑра? Пӗрреччен манӑн унпа пӗрле пӗр каретӑра хула тулашне кайма тӳр килчӗ. Чӗнмесӗр пырса, вӑл темле лайӑх та хаваслӑ япала ҫинчен шухӑша путнӑ та, унӑн пичӗ пӗтӗмпех кӑмӑллӑ ырӑ кулӑпа витӗннӗ. Вӗсем патне ҫывхарса ҫитсен, вӑл сывлӑша персе ячӗ, мӗншӗн тесен унӑн фламинго юнне ахалех тӑкас килмест. Ӑс-тӑн килсе кӗрсен, эпӗ халӑх ман тавра пухӑнса, пурте… Тепӗр енче, пысӑк ҫуртӑн симӗс ҫивиттийӗ хыҫӗнче, тӗтреллӗ те сивӗ шурӑмпуҫ хӗп-хӗрлӗ ялкӑшать. Эпӗ сире эрнекун Форлире курӑп, паллах ӗнтӗ, нимӗнле ӑнсӑртлӑх та пулмасан. Анчах тепӗр минутранах вӑл мана ӑнлантарса парать: — Турӑ амӑшӗ вӑл яланах пулнӑ, пуринчен те малтан пулнӑ! Ӑҫта ҫӗр каҫатӑр? Санин ачана ҫаплах сӑтӑрчӗ-ха; анчах вӑл хӗр ҫине ҫеҫ пӑхмарӗ. Политика енӗпе каланисем те ҫавӑн пекех усӑллӑ пулмарӗҫ. Хӑйне хӑй ним айӑпсӑр, шанчӑклӑ ҫын пек тыткаланине пула вӑл чи пысӑк йывӑрлӑхсенчен тухма пултарать… Эпӗ ҫунарҫӑ ҫине пӑхатӑп. Ман Корчагин тӑна кӗчӗ, вӑй илчӗ. Бенедикт пичче хӑрушлӑха сисрӗ. Ывӑҫ тупанӗпе хуплас, ӑна вӑхӑтлӑха тӗттӗме хупас тесе аллине тӑсрӗ ҫеҫ, сасартӑк… мантикора вӑрр! вӗҫсе кайрӗ. Артур университетра философи вӗренет. Кунта ҫӗр айӗнчи тӗнчере пӗр этем тӗсӗ те ҫук. — А Дубава ӑҫта вара? — тата ытларах тӗлӗнчӗ Павел. Эх, ҫук! — тесе хушса хучӗ вӑл шанчӑклӑ чи ачаш сасӑпа. Куратӑр-и, э! — Ав вӑл пурӑнакан келья, — терӗ мана иртсе пыракан манах, пӗр вӑхӑтлӑха чарӑнчӗ те пӗчӗк крыльцаллӑ пысӑк мар ҫурт еннелле кӑтартрӗ. — Мӗншӗн эсӗ пирӗн тырра Ярски ҫыннисене парса яратӑн? Тен, вӑл ахаль те кунта вӑрах тӑчӗ пуль. — Ан пӳлӗр! — Вӑл кайнӑ. Эпӗ ҫак картина ӑҫта кайса кӗнине ыйтса пӗлтӗм. Cайра вӑрман хыҫӗнче Вазуза хӗрринелле анмалли чӑнкӑ ҫыр. Лось колоннӑран ӗнсипе сӗвенсе тӑрать, пушар ҫинелле тӗмсӗлнӗ. Ҫӗрен урлӑшӗ 12 пин километртан кӑшт ытларах. Хӗвелӗн урлӑшӗ 1 400 пин километра яхӑн. Ҫара уранскер, каҫхи кӗпе-йӗм ҫине уртса янӑ халатпа тӑрса, вӑл хӑйне хӑлхинчен турткаларӗ, палламан вырӑна лекнӗ пек унталла-кунталла пӑхрӗ, хӑй тек ухлатрӗ: — Ух… Арӑм чупса тухрӗ те мана ыталаса чуптуса пӗтересшӗн пулчӗ. Анчах эпӗ вӑл ман пит патне ниепле те кармашса ҫитеймӗ тесе унӑн чӗркуҫҫинчен те аяларах пӗшкӗнтӗм. Обер-ефрейтор вара, хӑйӗн рыцӑрла туйӑмӗсене манса, тыткӑнри ҫыншӑн мӗн те пулин илме тивӗҫлӗ ӗнтӗ, тесе, чӗркенӗ япаласем ҫинелле кӑтартма пуҫларӗ, хӑйне кӑкӑрӗнчен тӗртсе: — Яйка! Хӑйне мӗнле тыткаламалла? «Ҫапла, кунта та тытӑнса тӑраймасан вара эпир, — ҫут тӗнче ҫине пӑхмалли те ҫук. Вӑл чӳхенкеле-чӳхенкеле ишсе пынӑ, шурӑ шӑлӗсем ун тӳрех Фома ҫине пӑхнӑ, ачана вӑл шӑл йӗрсе:— Эх, ачам, ачам… си-и-ивӗ-ҫке! — тесе каланӑн туйӑннӑ. Инсаров кулса ячӗ те:— Юрать, — тесе хучӗ. Паллӑсем ытла япӑх-ҫке… Турӑ кӗнекинче, — Матфейӑн мӗнле сыпӑкӗнчине маннӑ, — ну, ҫӑва патне-ха вӑл, кирек миҫемӗш пултӑр, анчах ахальтен: «Эсӗ, ҫул ҫӳревҫӗ, ҫула тухма хатӗрленнӗ чух паллӑсем куртӑн пулсан, вара килте лар, ан та тӑрмаш», — темен ӗнтӗ. Анчах та, ытла уҫӑ ҫӑвар эс — кашни ҫылӑхнах кирек мӗнле пупа та каласа пама хатӗр… Санӑн миме шӗвелнӗ, ҫавӑнпа йӑнӑшатӑн эсӗ… — Франци манӑн анне пулать. Колонна пуҫӗ ту ҫинчен чикӗ икке уйӑрнӑ ял патне анса пырать. Корчагин «Джузеппе Гарибальди» ятлӑ романри лаццарони кам иккене лайӑх пӗлет. Вӑл ҫултан пӑрӑнса тӑтӑшах канма ларкаларӗ, пӗшкӗнсе кӑшкарути таткаларӗ, ӑна ҫӑвара хыпса чӑмланӑ вӑхӑтра инҫетрен илтӗнекен сасӑсене итлекелесе тӑчӗ, унтан, тавралӑха пӑхса савӑнса, шухӑша кайса малалла утрӗ, ҫынсен сассисене те илтрӗ пулӗ вӑл, анчах кайӑксем чӗвӗлтетсе юрланине ҫеҫ итлерӗ. Тен, пулӗ те, анчах вӗсене тупма пит йывӑр: вӗсем ҫав тери аякра! Вӑл мана каҫса кайсах итлерӗ. Казаксем тутарсем енчен абрексем шыв урлӑ карса тапӑнасса кашни сехетрех кӗтнӗ, уйрӑммӑнах май уйӑхӗнче — ку вӑхӑтра Терек тӑрӑхӗнчи вӑрман ҫав тери ҫӑра, ун витӗр ҫуран ҫынна ҫӳреме те йывӑр, юханшывӗ вара ӑшӑхланса юлать те, ун урлӑ хӑшпӗр вырӑнта утсах каҫма пулать; тата икӗ кун каярах ҫеҫ полк командирӗ патӗнчен юланутлӑ казак цыдулка кӳрсе панӑ, вӑл приказра, лазутчиксем урлӑ илнӗ хыпарсем тӑрӑх, сакӑр ҫынтан тӑракан ушкӑн Терек урлӑ каҫма хатӗрленни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑнпа та уйрӑммӑнах сыхӑ пулма хушнӑ. Ҫапла пулин те, кордонра сыхӑлӑх ҫирӗпленни сисӗнмест. Атте, вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, пӳлӗме хӑвӑрт кӗчӗ те Люба патне пычӗ, лешӗ ӑна курсан калама чарӑнчӗ. Татах калатӑп: вӗсем пӑсӑк политика тытса пыраҫҫӗ, эпӗ вӗсене тахҫанах салатса янӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен вӗсем, кӗсен-ҫӑпанлӑ пӑру пек, совет влаҫӗ айне кӗрсе выртнӑ та, ӗмессе — ӗмеҫҫӗ, ӳсӗмӗ вара хӑйсен пачах та ҫук. Un laquais! — Ҫапла, ҫапла! — терӗ амӑшӗ хуллен, пуҫне сулкаласа, анчах хӑйӗн куҫӗ паян пулса иртнинех, хӑйӗнчен Павелпа Андрей уйрӑлса кайнинех курчӗ. Ир енӗпе вӑл пӑртак вӗрелсе кайрӗ, кӑштах аташма пуҫларӗ. Вӗсем йӑнӑш пулма пултараҫҫӗ. Аякран пӑхсан, ку ҫурт кӗсле евӗрлӗ тенӗ Алексей, ку — тӗрӗс, — вӑл, чӑнах та, ҫавӑн пек. Вӑл Тимура хӑвӑрт кӑна янахӗнчен тытрӗ те, ун пуҫне кӑшт ҫӳлелле ҫӗклесе, куҫӗнчен пӑхса илсе, юнашар пӳлӗме тухрӗ. — Пурте йӗркеллӗ, — терӗ доктор. Анчах тавҫӑрса илсе сӳтсе явас кӑмӑлӑм пысӑк пулни, тен, ку тӗлӗшпе йӑнӑштарма та пултарнӑ мана; тен, эпӗ шухӑшланӑ туйӑмсем Володя пуҫне пачах та пырса кӗмен. Ун умӗнче иккӗн пыраҫҫӗ. Унтан темле пӑтӑрмах пулса кайнӑ, — теҫҫӗ… Вӑт пуҫ! — Мӗншӗн ҫилентерейӗп эпӗ сире, инкеҫӗм! Алӑк умне пӗчӗкҫӗ крыльца тунӑ, ун айӗнче ҫӑл шывӗ шӑнкӑртата юхать. Шыв искусствӑллӑ майпа тунӑ питӗ оригиналлӑ евӗрлӗ бассейна юхса кӗрет: карап ҫинче пулнӑ питӗ пысӑк чугун хурана, тӗпне шӑтарнӑ та, капитан каларӗшле, «ватерлини таранчченех» хӑйӑр ӑшне чавса лартнӑ. Ҫав самантра эпӗ пирӗн паталла пӗр ҫамрӑк хӗрача, ун хыҫҫӑн икӗ арҫын чупнине куртӑм. Нихҫан калаҫман танкист та хӑйӗн бинчӗсем айӗнчен темиҫе сӑмах мӑкӑртатса илчӗ. Салтак шинелӗ сана кирек хӑш ырӑ кӑмӑллӑ пике умӗнче те асап чӑтса курнӑ герой пек кӑтартать. «Ҫук, эс манран вӗҫерӗнеймӗн! — терӗ голова, хура тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ ҫывна аллинчен ярса илсе. — Ну, сывӑ пулса юл, Чуб!» ҫапла каларӗ те, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне пусса лартса, пӳртрен тухса кайрӗ. — Выговорпа-и? — кулса илчӗ Разметнов. Атьӑр луччӑ шӑпчӑксем ҫинчен, розӑсем, ҫамрӑк куҫсемпе илемлӗ кулӑсем ҫинчен калаҫар. Чӑн, эсир мана… мӗнле калаҫҫӗ-ха ҫавна?.. Йӑлтах иртсе каять. — Эпӗ кунта юлатӑп тенине астӑватӑр-и эсир, Александра Ивановна? — Юлашкине те памаллаччӗ, мӗн амака кирлӗ вӑл сана? Пӗчӗккӗнех эпӗ вӗсем калаҫакан чӗлхене ӑнланма пуҫларӑм. Халь ӗнтӗ вӑл хӑйне закон панӑ влаҫпа ҫеҫ мар, пуринчен ытла ҫак ҫӗр хӑй малта утса пынипе туяннӑ влаҫпа, вӑйлӑрах влаҫпа, ҫынсене ытларах пӑхӑнтаракан влаҫпа усӑ курать. Качча кайнинче мар-ха ӗҫ, хӑҫан вӑл ҫавӑн пек ӳт хушма ӗлкӗрнӗ?! Одарка унӑн аттине, пӗлекен ҫын пек тытса, ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Стена ҫинче пӗр турӑш та ҫук — ырра мар ку япала! ҫӗмрӗк чӳрече витӗр тинӗс ҫиле вӑркӑшса кӗрет. Ун ҫывӑхӗнчех акӑ тепӗр поляк. — Эсӗ уншӑн вӗлермерӗн ӑна, улпутӑм: эсӗ ӑна ҫиместӗн! Вӑл — тӗрӗслӗх ҫынни. Ӑна — ҫынсем шыраҫҫӗ». Инженерсем пытанса пӗтнӗ пулмалла. Экспедици хӑйпе пӗрле типӗтнӗ бульон, макарон, сухари, кофе илсе кайнине ыйтӑр-ха эсир унтан? Паян уяв. — Эсӗ вара хӑвна айван тытмӑн-и? Егорушка хӗвелӗн чалӑш пайӑркисемпе минтер ҫине, диван ҫумне лартнӑ таса аттисем ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ. Сире аслӑрах звани парас пирки приказ ҫырса алӑ пуснӑ. Пысӑк асаппа эпир капитана ҫӳлти хута хӑпартса вырӑн ҫине вырттартӑмӑр. Халтан кайнӑскерӗн пуҫӗ минтер ҫине ӳкрӗ. Вӑл пӗтӗмпе тенӗ пекех тӑнран кайнӑ. Утрав ҫинче чӑн-чӑн шултра вӑрман ӳсет. Пилӗк-ултӑ миля вӑрӑмӑш, ҫур мильӑран та сарлакарах утрав ҫинче ҫапла пулмалла та. — Мӗн ҫак эсӗ, Кузьмич? — терӗ Лукерья, алӑк янаххи ҫумне такӑнса. Вӗсем — чӑнах та ҫынсем! Анчах вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ҫынсен пит-куҫӗнче тата та ытларах наказани пуррине курнӑ. Ун пек хӑтланнинче нимӗнле геройлӑх та ҫук-мӗн. Унӑн пӗтӗм сӑнарӗнче яхӑнне парӑнми кӑмӑл палӑрса тӑрать. Хӑш чух тата эпӗ, хама хирӗҫ пыракан, хама тарӑхтаракан япаласене хирӗҫ пулса, юриех чӑр-чар калаҫаттӑм. Старик тӑчӗ, типӗтнӗ пулӑ илсе килчӗ, ӑна алӑк янаххи ҫине хурса патакпа шаккаса ҫемҫетрӗ те, хӑйӗн хытканланнӑ аллисемпе пӗртен-пӗр кӑвак турилкки ҫине хурса, сӗтел ҫине лартрӗ. Лешӗ вырӑнӗнчен хускалчӗ те, Ромашов пуҫӗ ҫине акшар катӑкӗсемпе тилӗ самаскӑ шапӑр тӑкса, яриех шартлатса уҫӑлчӗ. Эпӗ аннеҫӗме вӑл кӑмӑлсӑр чухне куртӑм: атте килте пулманран унӑн никампа та канашлама ҫук-мӗн. Ҫылӑхран аяккарах пӑрӑнӑр-ха… Ну, аван-им ӗнтӗ, сирӗн ҫулӑрсенче ӗмӗрлӗхех чӑлахланса юлсан? «Ӳпке шӑнса пӑсӑлнӑ тата вар тифӗ лекнӗ. Температура 41,5. Сыпӑсем шыҫнипе мӑйӗ ҫинчи ҫӑпансем ҫинчен каламалли те ҫук, вӗсем — вак япаласем ҫеҫ. Кӑшт шухӑшласа тӑрса, хӑйне хӑлхинчен туртса илсе, вӑл:— Ача-пӑча больницине икӗ хут пысӑклатас пулать, — терӗ. — Вӑл та ытти хуласем пекех-и? Берездов райкомолӗ вӑл — Корчагин, Атӑл таврашӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗсӗк куҫлӑ Лида Полевых — хӗрарӑм пайӗн пуҫлӑхӗ, тата Развалихин Женька — ҫӳлӗ те яка сӑн-сӑпатлӑскер, нумаях та пулмасть гимназист пулнӑскер, «ҫамрӑк та ирхискер», хӑрушӑ приключенисемшӗн каҫса каякан, Шерлок Холмспа Луи Буссенара тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлсе тӑраканскер. Татса-татса каларӗ вӑл: — Аван-с. Юлашки хут. Свинка ятлӑ-и вара? Шубин Берсенева питрен пӑхасшӑнччӗ, анчах лешӗ тепӗр еннелле ҫаврӑнса ҫӑка айӗнчен тухрӗ, Шубин, пӗчӗк урисене сулмаклӑн та кӗрнеклӗн пусса, ун хыҫҫӑн утрӗ. Ҫапах та халь ӗнтӗ алӑсем ҫара мар; упаленме ҫӑмӑлланнине сиссе, Алексей малалла хусканса кайрӗ. Хамӑн вунӑ цента ҫеҫ каялла илесчӗ манӑн, уншӑн та тем пекех савӑннӑ пулӑттӑм. — Арӑм пурне те ҫисе пӑхнӑ, пирожнӑй тата безе ҫиес килсе кайнӑ! Вара, вӑл ларкаличчен те кӳме шоссе ҫинелле пӑрӑнса рота шкулӗн ҫурчӗпе хупланичченех, плацра именчӗклӗ те аптӑравлӑ шӑплӑх тӑчӗ. Вӑл вӗсен савӑнӑҫлӑ сассине, кӑмӑллӑ куллине, тирӗк-чашӑксем чанкӑртатнине илтнӗ, хӑйне, чӗрере йывӑрлӑх йӑтса ҫӳрекенскере, вӗсемпе ҫуммӑн вырӑн мар иккенне ӑнланнӑ. Ман шинеле, Елдырин, хыв-ха… Ҫапла вӑт, юмансемпе кедрсем лартса ӳстерме каятӑп. — Пӗлетӗн-и, — калаҫма пуҫларӗ Яков, сухалне ывӑҫ тупанӗпе пичӗ тӑрӑх ҫӳҫ пӗрчисем нӑтӑртатичченех сӑтӑрса. Ҫут ҫамкаллӑ ҫын — чугун ҫул ҫинчи вӑрман комитечӗн председателӗ. — Айтӑр кукамӑр патне, — терӗ вӑл, ман ҫине пӑхмасӑр. Пит усӑллӑ, вуласа пӑх, унтан вара ӗҫне ту. Тата тепӗр шанӑҫ тӑрса юлать. Эпӗ кулас килмен ҫӗртенех кулса ятӑм. «Мӗн тумалла халь манӑн? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Вӗсем пирӗн ялсене ҫунтараҫҫӗ, тырпул акнӑ хирсене пӗтереҫҫӗ. Аслӑ ывӑлӗ те питӗ чарусӑр пулнӑ, пуринпе те ҫапӑҫнӑ, анчах, хӑйне поселокри юлташӗсем час-часах хӗнесе ярсан та, вӑл нихҫан та никам ҫине те ӳпкелешмен, ку кӗҫӗнни, хӑравҫӑ, юлхав, яланах мӗн те пулин ӗмсе, чӑмласа ҫӳрет. Америкӑринчен илемлӗрех демократи ҫук тата пулма та пултараймасть. Эпир ҫапӑҫнӑ чух унта пит хытӑ чӗтренсе чанкӑртаттарнӑ пек туйӑнать мана. Ара, епле пусас мар-ха ӑна! Исландец хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне пӗрре те пӑхӑнмасть, нимӗн ҫинчен те шухӑшламан пекех туйӑнать. Ҫакӑ хӑйсен ҫӗнӗ Тӗнчери, инҫетри, ҫӗрӗсене хӑвӑрт та шанчӑклӑн алла илме пулӑшакан лайӑх мел тесе, пӗтӗм ҫӗршывсем чура суту-илӗвне аталантарма тӑрӑшнӑ. Ковалев урапа ҫине ларчӗ те вӗҫӗмсӗр: «хӑвӑртрах, хӑвӑртрах!» тесе кӑшкӑрса пычӗ. Темскерле сӑмахсем кӑшкӑрса хӗрарӑм ӳлерӗ, пӳлӗмрен Аксинья пӑлханса кӑшкӑрчӗ: — Лавкана ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ. Вӗсене ҫӗнтерме Нагульнов питӗ хытӑ пулӑшрӗ. Халӗ ҫавӑн пек иртӗнекенсем сахал мар. — Апла пулсан, эпӗ сана тӳлӗп. Пуҫламӑшӗнче вӑл куллен кирлисемпе тата нушасемпе асап курать, ҫавсем тинӗс хумӗсенчен аран-аран ҫӑлӑнса юлнӑ телейсӗр ҫыннӑн мӗнпур вӑхӑтне илеҫҫӗ, паянхи ҫинчен шухӑшлани ӑна килес хӑрушлӑхсем ҫинчен мантарса ярать. Анчах кайранласа хӑйӗн пӗчченлӗхне, хӑй евӗрлисенчен таҫта аякрине, хӑйӗн тӑванлӑхне, хӑйне ҫывӑх ҫынӗсене курасси ҫинчен нимӗнле шанӑҫ та юлманнине туйса илсен, — унӑн ҫав тери нумай хӗн-хур, асап курмалла пулать! Ҫак сӑмахсене илтсе, Элен калав пӗтиччен пӗтӗм чун-чӗрипе чӗтресе ларчӗ, куҫҫулленсе кайсах Грант капитанӑн икӗ ачине те ыталаса илсе, темиҫе хутчен те чӑмӑртарӗ. Тархасшӑн, ан кайӑр. Анчах та ҫав кунхине, унӑн юлташӗсем аслӑ ҫулран та ҫавӑн пекех каҫса кайма тӑнине курсан, вӑл хӑйӗн утне чарчӗ те, Паганель ҫине пӑхса:— Кармена каякан ҫул, — терӗ. Чӑнах та пулӑшма ҫук-ши? «Дункан» экипажӗ, яхтӑн мӗнле ӗҫпе ӑҫти вырӑнсене кайса ҫӳремеллине пӗлсен, хаваслӑхпа хавхаланса кӑшкӑрса ямасӑр тӳсеймерӗ, вара уҫӑ саспа «ура» тесе кӑшкӑрни Думбартонӑн чуллӑ ҫӗрӗсем патне ҫитичченех янӑраса кайрӗ. — Тӗслӗхрен? Тетка унӑн урисем патӗнче утса ҫӳренӗ. Вӑл хуҫи мӗншӗн ҫав тери хуйхӑрнине тата мӗншӗн текех пӑшӑрханнине ӑнланман, ҫавӑнпа, ӑнланма тӑрӑшса, унӑн кашни хусканӑвне сӑнанӑ. — Лӑпланӑр, атте! — ачашшӑн ӳкӗтленӗ вӑл. Шел — Софья ҫук, ҫынсене пытарасси — унӑн ӗҫӗччӗ. Кунта темле вӑрттӑн япала пурри сисӗнет, анчах вӑл ӑҫтине пӗлме ҫук. Вӑл стенана шалти шыв шайӗнчен пӗр фут ҫӳлерех — урӑхла, ҫичӗ фут ҫӳллӗшӗнче шӑтарса пӑхма шутларӗ. — Ӑнмарӗ! — йывӑррӑн сывласа илчӗ Ярцев. Ку сывлӑм кӑмпасемшӗн те сиенлӗ. — Чарӑнӑр, — терӗ вӑл хурланса йӗнӗ стек сасӑпа, Пӑван ун ҫине пӑхрӗ те Джемма аллине каллех пӑчӑртаса тытрӗ. Кусем, тӑванӑм, хамӑрӑн пируссем, Ленинградра туса кӑларнӑскерсем… Генерал-полковникрен кая мар тесе шутланӑ. Кит тытмалли карап ҫинчи хӗрӗх-аллӑ куна тӑсӑлма пултаракан ишевре Уэлдон миссис хӑйне епле пулсан та аванрах туптӑр тесе тӑрӑшрӗ вӑл. — Лаша ӑҫта? — тесе кӑшкӑрать вӑл, йӗри-тавра пӑхса илсе. Эпир Гарри Грант йӗррипе пыратпӑр тесе, тӗрӗссипе Гиннар ҫулӗ ҫине ҫакланнӑ. Казаксенчен пӗр пайӗ пӑрахса кайрӗ. — Эпӗ ӑна хӗрхенсе эмел патӑм, мӗншӗн тесен унӑн мӑнаккӑшӗ те ҫук. — Каятӑп. «Аҫу каланинче те, тӑлӑх арӑм каланинче те кӑштах тӗрӗсси пур, — терӗ Джим, — пирӗн пӗр-ик тӗрлӗ ҫимӗҫе пачах ҫиме пӑрахмалла та вӗсене нихҫан та кивҫенле илмелле мар, вара кирлӗ чухне ыттисене кивҫен илсен те ҫылӑх мар». Вӑхӑтран вӑхӑта вӑл чарӑнкаласа тӑчӗ, башня енче кӗрлекен сасӑсене итлерӗ, ҫав сасӑсем каҫхи шӑплӑхра пӗрлешсе таҫта инҫете вӗҫсе кайрӗҫ. Джули кӑштах ҫилленчӗ… Хӗрарӑмсем пурте ҫапларах… Юрӗ, ун ҫинчен питех калаҫмӑпӑр. Эпӗ ытла хаяр пуласшӑн мар… Роберт Грант пулман пулсан, Роберт Грант майор хыҫҫӑнах пӗр питӗ тӗлӗнмелле япалана: те чӗрӗп пулчӗ вӑл, те кӑткӑ карланки — вырӑнӗнчех персе ӳкермен пулсан, майор паянхи кун геройӗ пулмаллаччӗ. Кухньӑра ун куҫне хӗрлӗ хӑмач татӑкӗ ҫыпӑҫтарнӑ патак курӑнчӗ, ӑна вӑл кӑмӑлсӑррӑн алла тытса кӑмака айне чикесшӗн пулчӗ, анчах унтан, тарӑннӑн сывласа ярса, ҫав патак ҫумӗнчи ялав ҫурӑкне татса илчӗ, хӗрлӗ татӑка тирпейлӗн хутлатса кӗсйине чиксе хучӗ, патакне чӗркуҫҫипе хуҫса кӑмака умне пӑрахрӗ. — Мӗн пулать ку? Карап капитанӗ мистер Томас Вилькокс, асла хума тивӗҫлӗ, хисеплӗ Шропшир ҫынни, эпӗ ӑнтан кайса ӳкес патне ҫитнине асӑрхасан, мана хӑй каютине илсе кайрӗ, лӑплантаракан эмел пачӗ те пӑртак канма канаш парса хӑй вырӑнӗ ҫине вырттарчӗ. Сирӗнпе эпӗ юлтӑм!» — тенӗн, ун аллине тытса чӑмӑртарӗ. Петербургра илнӗ лайӑх воспитани ӑна кил- ҫуртри, хуҫалӑхри ӗҫсене тата ялти тӗксӗм пурӑнӑҫа чӑтма хатӗрлеймен. Унтан вӑл команда пачӗ: — Пӗр йӗркене тӑрӑр! Ман хыҫран утӑр! Сасартӑк темле хӗрарӑм ухмаха ернӗ пек ҫуйӑхса кулса ячӗ, вара ҫав ӑссӑр кулӑ халӑха пушӑпа туртса ҫапнӑ пекех пулчӗ, — мужиксем пӗр-пӗрин ҫинелле хӗссе пырса кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ, намӑс сӑмахсем каларӗҫ, мӗкӗрчӗҫ, ҫав хушӑрах Кукушкин лавкаҫӑ патне сиксе пычӗ те, ӑна ывӑҫ тупанӗпе шатрака питӗнчен мӗнпур вӑйӗпе ҫупса ячӗ: — Ме, выльӑх! Бензинпа ҫу шӑршине туйса, хӑй сывлӑшра вӗҫнине сиснипе вӑл пӗр хушӑ ӑнран кайрӗ; вӑранасса вӑл аэродром ҫинче, хӑйӗн носилкине самолётран йӑтса кӑларнӑ чух тин вӑранчӗ; кунта ӗнтӗ ӑна Мускавран килнӗ хӑвӑрт вӗҫекен санитари самолёчӗ кӗтсе ларнӑ. Вӗсене йӑпатса ярас тӗлӗшпе Паганель те сӑмах тупаймасть. Эпӗ сарайне тепӗр хут чупса кӗрсен, вӑл лаках ҫӑра тӗтӗмпе тулса ларнӑччӗ; тӗтӗм ӑшӗнче темскер кӗрлерӗ, шатӑртатрӗ, сарай тӑрӗнчен, авкаланса, хӗрлӗ хӑюсем усӑнса анчӗҫ, стена хӗрсе ҫитнӗ решутка пулса тӑчӗ. Кӑнтӑрла тӗлнелле вӑл пӗр пӑтранчӑк шывлӑ пӗчӗкҫеҫ юханшыв хӗррине пырса тухрӗ. — Ҫуралнӑранпа та пӗрремӗш хут кӑна, — терӗ вӑл, хӑйпе хӑй ҫырлахнӑ май, йӑл кулса: — ку вара банкпа штосран лайӑхрах. Пысӑк турат кӑшт кӑна чӗриклеткелесе илет, ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ, хумханаҫҫӗ. Цветаевӑн хытӑ сӑмахӗсем пурне те аван мар пек туйӑнчӗҫ. Майданников ассӑн сывласа илчӗ: — Тӗрӗс. Хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен вӑл тӳсеймесӗр пӗр манаха каласа парать. «Сӑваплӑ» элекҫӗ Брунон чӑрсӑр калаҫӑвӗсем ҫинчен доминикан орденӗн пуҫлӑхӗсене пӗлтерет. Уру династийӗ юнлӑ ҫапӑҫусенче пӗтет. Иленька Грап — вунвиҫӗ ҫулхи ача, ырхан, ҫӳле, шуранка, вӗҫен кайӑкӑнни пек пит-куҫлӑ тата ырӑ кӑмӑллӑ та. Пӑхӑнуллӑ сӑн-сӑпатлӑ. Фома ура ҫине тӑнӑ, картусне хывнӑ, унтан, наборщиксем енне тайӑлса, хыттӑн та хаваслӑн:— Тавтапуҫ, господа, хӑналанӑшӑн! Вӑл хӑйне пусакан йывӑр ыйхӑран хӑвӑрт вӑранчӗ. Вӑйлӑ та чӑнкӑ тата ту евӗрлӗскерсем, вӗсем юрлӑ ту хыҫри миражне, анлӑ тӳремлӗх варринче курӑнса тӑракан чикӗсӗр пысӑк ҫӗршыва аса илтереҫҫӗ. Тӗлӗнтермӗшсем сайра ҫеҫ пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эсир кунтан тухса тараймӑр. — Эсир мӗн ятлӑ? — ыйтрӗ маркиз хирӗҫ тавӑрмасӑрах. — Кӗсйинчен вӑл васкаса записной книжка кӑларчӗ. Мӗн тума тухса тармалла пирӗн? Анчах мана пурлӑх йышӑнма тивӗҫлӗ тепӗр ҫын — князь ҫуртӗнчех пурӑнакан ватӑ княжна пуринчен те ытларах вӑтантарчӗ. Эпир пӑртак пӗрле кайрӑмӑр, унтан йывӑҫ мӗлки тӗлӗнче чарӑнса тӑтӑмӑр. — Пӗтӗм таврана хускатрӑмӑр, — терӗ Марко, пистолечӗсене стенара ҫакӑнса тӑракан йӗнӗсене чиксе. Тӑрӑшакан географ хӑйне хӑех испанилле ыйтусем парса, ответне те ҫав чӗлхепех ответлесе калаҫса пырать. Ситанова ятласа ӑна пур енчен те тапӑнма пуҫларӗҫ, вӑл ну майччен чӗнмесӗр тӑчӗ, анчах, юлашкинчен, хисеплӗрех ҫынна каларӗ: — А эпӗ вӗлерессине сирсе ятӑм пулсан? Мускавра пулнӑ-и? Эпир сквайрпа иксӗмӗр, вӗсене тӑна кӗме памасӑрах, персе ятӑмӑр. Пура ӑшӗнче ларакан Гэнтерпа Джойс та персе ячӗҫ. Унӑн гранит хӳми хыҫӗнче ҫын сассисем, шыв пӑшӑлтатни, такам юрлани тата ҫӑмӑллӑн шӑхӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ. — Мӗнех, тен, тӗрӗсех те калать пулӗ, тен, суять. Анчах часах мана ҫак шухӑша пӑрахма тиврӗ. Урисемпе хӑй сӑрласа ӳкернӗ балалайкӑн хӗлӗхӗсене тринклеттерет. Уяр ҫанталӑкӑн паллисем кашни миль каймассерен ӳссе пынине курсан, Паганель Талькавран хӑш тӗлерех шыв пулма пултарасси ҫинчен ыйтрӗ. Хӑш чухне вӑл, манса кайса, ура тупанӗсем ыратнине туйрӗ, — кӗлеткине урӑхларах вырнаҫтарса вырттарчӗ, анчах ҫав самантрах хӑйӗн ура тупанӗсем ҫуккине аса илчӗ. Куртӑн-и эсӗ ӑна Мускавра? — Ну, Марьяна, халь эсӗ чуптуса ӗҫтер ӗнтӗ, — терӗ Белецкий, хӗре аллинчен тытса. Говэн ҫапла ответлерӗ: — Ӑна эсир манран кая мар пӗлетӗр, Лантенак шайкки саланса кайнӑ. Пӗлтерӗвӗ, хӑй каҫпа курнӑ вырӑнтах, тухакан хӗвел ҫутипе ялкӑшса тӑрать. Эсӗ пӗлетӗн-и? — хушса хучӗ вӑл, куҫхаршине тискеррӗн ҫӗклентерсе: — эпӗ ӗҫме хӑтланса пӑхрӑм! Епте маттур ҫын! Эпӗ кӗлтунӑ пӗчӗк тискер чӗрчун, — мана вӑрттӑн пулӑшакан юлташ, мана тӗлӗкре курӑннӑ чӗрчун пулать. Капла мӗн вара ку! Тӗттӗме касса, тинӗсе кӗмӗл ҫутӑпа ҫутатакан сивӗ те сенкер йӑлтӑркка темле ӑнланмалла мар япала пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Замока пӗр аллӑ ҫул хушши юсаманни, унӑн ҫивиттийӗсем ҫумӑр яни тата паркетсенче пысӑк хушӑксем пулни ҫинчен пӗлсен, Горева тӗлӗнчӗ; мӗнпур дворецӗпе те икӗ туалет пӳлӗмӗ кӑна тата вӗсенчен пӗри хупӑ тӑрать иккен. Ӑна хӑйӗн йӗри-тавра тинӗс шывӗнчен икӗ пин те пилӗкҫӗр фут хӑпаракан ҫӳллӗ сӑртсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Арӑмӗ хӑш вӑхӑтра пырса тӑнине асӑрхамасӑр, вӑл хӑй умне ҫӗр айӗнчен сиксе тухнӑ пек шурӑ кӗлетке тухса тӑрсан, хӑраса яштах сиксе тӑчӗ, анчах палланӑ сасӑ ӑна кӑштах лӑплантарчӗ:— Кӑшкӑрса тӑкнӑшӑн каҫар мана Христа ради… — терӗ арӑмӗ. — Лӑпкӑ тытсан тени мӗне пӗлтерет вӑл? Эпӗ ӑна паян кунчченех юрататӑп. Апла пулин те эпир, ӑна ӳпӗнтерес мар тесе, сывлама та хӑратпӑр. Вӑл капитан пуласшӑн. Анчах Генри Пойндекстер ӳсентӑранне хӑйне мар, унӑн пӗр йӗппинчен тирсе янӑ пӗчӗк шурӑ карточка ҫине пӑхма хушрӗ. Сирӗн преосвященство пулӑшнипе мана арестлесен, — вӑл каллех пуҫне кӑшт тайса илчӗ, — салтаксенчен пӗри ман алӑ ҫине пусрӗ. Ҫакӑнта, ҫав хула патне пымалли аякри ҫулсем ҫинче, Калинин облаҫӗнчи халӑх — хула ҫыннисем, хресченсем, хӗрарӑмсемпе ватӑ-вӗтӗ, тӗрлӗрен ӗҫ ҫыннисемпе тӗрлӗрен ҫулхи ҫынсем — пурте, ҫуллахи уйӑхсемпе кӗрхи вӑхӑтсенче, шӑрӑхра та, ҫумӑр айӗнче те, кунӗн-ҫӗрӗн чакаланнӑ; вӗсем вӑрӑмтунасенчен, лачакаллӑ шыв-шурлӑхран, ӗҫме юрӑхсӑр шӑршлӑ шывран тертленнине пӑхмасӑрах ӗҫленӗ, блиндажсемпе дотсем тунӑ, траншейӑсемпе окопсем чавнӑ. Ҫав каҫа Оленин, крыльца ҫинче ларса, Марьяна ҫине пӑхсах ирттерчӗ. — Юлашкинчен тупрӑмӑр! — терӗ Гек, тӗксемленсе кайнӑ укҫа купи ӑшне аллине чиксе. Винченце пире валли патронсем яман пулас, анчах вӑл патронсем кунта ӗнерех ҫитмеллеччӗ ӗнтӗ. Ольховкӑра вӑл чи паллӑ хӗр пулнӑ: мӗнпур хӗр тантӑшӗсем, пӗр каварлӑ пулса, пӗр ӑна ҫеҫ хӑйсен илемлӗхӗпе ҫивӗчлӗхне ытларах уйӑрса панӑ тейӗн. Ҫапла вара вӑл, ҫутҫанталӑкран ҫав тери нумай ырлӑхпа илемлӗх илнӗскер, хӑйӗн чиперлӗхӗпе пӗтӗм яла тӗлӗнтерсе пурӑннӑ. Харпӑрлӑх тытса пурӑнма килӗшмерӗм. — Ҫук-ха, ачам. — Сирӗн шухӑш мӗнле, сэр? — терӗ капитан Гленарвана. Санӑн ҫӗрле унта хурал тӑмалла пулнине эсӗ астумастӑн-и вара? — Апла пулсан, кунта юлтӑр. Анчах хамӑр сӑн-сӑпатӑрпа та чӗлхӗр-ҫӑварӑрпа эсир унта, N хӑвӑра, йыт ҫурине пенӗ пек, алӑк хыҫнелле вӑркӑнтарнисӗр пуҫне, пурпӗрех нимӗн тупаймастӑр. Ҫапах та ирхи уҫӑ сывлӑшпа тата поезд хӑвӑрт пынипе куҫ умӗнчен шуса иртекен тӗрлӗ япаласем манӑн ӑшчике пусарса, малашнехи йывӑрлӑхсем ҫинчен манма пулӑшрӗҫ. — Эпӗ кунтисем, хуларан. — Суятӑн, вӗреннӗ ухмах. Ун ҫинче акӑлчансен йышши чаплӑ ирхи костюм, пуҫӗ ҫинче илемлӗ пӗчӗк феска. Иохим ӑна хӑйӗн ҫӗҫҫипе касса илсе унӑн чӗрине хӗртнӗ тимӗрпе ҫунтарса кӑлариччен малтан вӑл кунта, ача лайӑх пӗлекен пӗчӗк юханшыв хӗрринче чӳхенсе ларнӑ, ӑна та, ачана та Украина хӗвелӗ ӑшӑтнӑ, ӑна та, лешне те шӑхличӗ ӑсти-хохолӑн вичкӗн куҫӗсем асӑрхиччен Украина ҫилӗ лӑпканӑ. Ҫынсем кӗрлеҫҫӗ, мӑкӑртатса вӑрҫаҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ те, урам тӑрӑх чакса пырса, килхушшисенелле кӗреҫҫӗ. — Эсир ҫав тери хӗрсе кайнипе мана сӑмах калама та памастӑр. Вӑрӑпа путланнӑ нотариус хӗрӗ тесе-и-мӗн… Пирӗнпе юнашар йывӑҫ ҫуртра старикпе карчӑк пурӑнаҫҫӗ, пӗркун ҫавсемпе калаҫрӑм, сӑмах май вӗсем ҫав Джексон утравӗ текен вырӑна нихҫан та никам кайса ҫӳремест терӗҫ. Астрономи тӗлӗшӗнчен илсен, кӑнтӑр полушарӗнчи ҫулла икӗ кун маларах пуҫланнӑ: декабрӗн 21-мӗшӗнче хӗвел Козерога тропикне ҫитнӗ, ҫав самантран кунсем кӗскелме тытӑннӑ. — Анне, мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр-ха эпир иксӗмӗр? «Акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш ҫул эпӗ Дуньӑсӑр пурӑнатӑп, ун ҫинчен нимӗн сас-чӗвӗ те ҫук. Чие йывӑҫ тураттисен хунав юппийӗсем хӑйсен ҫинчи кӑчкисемпе вилнӗ пекех пӗр хускалмасӑр лараҫҫӗ; ача-пӑчасем ҫав папкасене «куккук куҫҫуль тумламӗсем» теҫҫӗ… Хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем иртеҫҫӗ иккен. — Секретарь, ҫырса хурӑр, — терӗ Симурден. Марья Ивановна чиркӳ хыҫне пытарнӑ хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗн вилтӑприйӗсемпе сывпуллашса уйӑрӑлма кайрӗ. Программа халь ҫукки ҫинчен тата малашне мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илмелли ҫинчен калать пулсан, Конституци вара, пӗтӗмпех урӑхла, вӑл халь мӗн пурри ҫинчен, хальхи вӑхӑтра мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илни ҫинчен каламалла. — Эккей тата! — Юрӗ, вӑл сивӗнет, — терӗ пичче. Базаровӑн текех вӑранмалла пулман. Унӑн ҫитменлӗхӗсен графинче кӑра ҫиле пулнине эпӗ пӗлетӗп, халӗ вӑл хӑйне хӑй ҫӗнтерме тӑрӑшать. Эпӗ унӑн мӗнпур расписанийӗсене ылхантӑм. — Астумасӑр вара, паллах ӗнтӗ, — терӗ Морган. Кӑтри, кил-ха кунта! — тетчӗҫ. Унта Ҫӗнӗ Голланди, Тасмани, Ҫӗнӗ Зеланди тата ытти нумай утравсем кӗреҫҫӗ. — Ҫук, Франци королӗн аллинче, — терӗ те Робеспьер, ҫапла хушса хучӗ: — Франци королӗ усалтарах: ют ҫӗршыв корольне икӗ эрне хушшинчех каялла хуса яма пулать, монархирен хӑтӑлма пире вунсакӑр ӗмӗр кирлӗ пулчӗ. Хӗрӗн калас килмен, анчах ашшӗ хистенӗ, — сасси унӑн типсех, ҫиллесленсех пынӑ. Саркайӑк, тупа та туршӑн саркайӑк! Тискер ҫынсенчен пӗри хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл ӗнтӗ чӳрече янахӗ ҫинчен паҫӑрах тӑнӑ, Назанский пекех, унпа кашни минутрах ҫапӑна-ҫапӑна та чарӑна-чарӑна, ансӑр та вӑрӑм пӳлӗм тӑрӑх утма тапратнӑ. Ӑна часах тупаймарӗҫ: вӑл садри чи чӑтлӑх вырӑна кӗрсе вырӑнаҫнӑ та, янаххине хӗреслетсе тытнӑ аллисемпе тӗревленсе, шухӑша путса ларнӑ. Вӑл урӑх ҫӗре ниҫталла та пӑркаланман. Мӗне те пулсан вӗреннӗ-ши вӑл? «Ывӑлӑм, — ҫырнӑ вӑл, — хӗрарӑм юратӑвӗнчен — ҫав телейрен, ҫав наркӑмӑшран хӑра…» — Енчен пире пурне те тытса кайсан, ненько, сирӗн пата Николай Иванович килӗ, вӑл вара малашне мӗн тумаллине каласа парӗ. Вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑр килне кӗрсе тухнӑ, ҫамрӑк арӑмне амӑшӗ патне ӑсатнӑ, пиҫиххинчен пуртӑ хӗстернӗ, пӑшалне йӑтнӑ, тӑшмана тавӑрма тесе тусӗсене хуса ҫитме яра панӑ. Малта бук вӑрманӗччӗ, унта тем тарӑнӑш юр хӳсе кайнӑ, айӑн-ҫийӗн ҫил-тӑман ҫавӑрать. Пӗр сӑмахпа каласан, унта виҫӗ талӑк хушши масарти вилесем патӗнче хӑнара пулнӑ пек пурӑнтӑм эпӗ, хампа хам калаҫма пуҫларӑм. Ҫак ир пӑр кантӑк пек таса пулнӑ. — Анчах лӑп та шай ҫак ҫулҫӳрев ҫинчен нимӗнех те паллӑ мар тесен те юрать, — терӗ заведующи. Манӑн ҫынсем те, горничнӑйсем те килте пулмаҫҫӗ. Хам эпӗ мӗн-пур колхозсене ҫапла ят парса тухнӑ пулӑттӑм. Пирӗн коммунистсен партийӗ Сталин юлташ тавра ҫав тери тӑкӑс, ҫав тери таччӑн та ҫирӗп пӗрлешсе тӑрать тата ӑна ҫав тери хисеплет, ҫавӑнпа та кунта унран лайӑххине шухӑшласа тупма та ҫук. Вӑл, нимӗн тума аптраса, кулкаласа тӑнӑ: кӑмӑл хаваслӑхӗ унӑн сивӗнсех ҫитмен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн тавра мӗн пулса иртнине, мӗншӗн пурте савӑнӑҫлӑ, кӑмӑллӑ иккенне ӑнкарса та илеймен. Кшшш! Пуҫ тӗлӗнсе кайрӗ, ирӗксӗр кулса ячӗ те Лист евӗрлӗ ӗсӗкленӗ пек: Sehr gut, sehr gut! тесе куҫран ҫухалчӗ. Кунсерен вӑл куҫкӗски умне тӑрса, васкамасӑр хайӗн мӑйӑхне тураса якатнӑ, пӗчӗк патакне тытнӑ та урока ҫӳренӗ, ҫӗнӗ ачасем вара, прожектор ҫути ярӑмӗ ҫинчи пек, унӑн тинкерсе те юратса пӑхан куҫӗ тӗлне пулнӑ. Анчах Епифанов хӑнк та тумарӗ, кула-кула ҫех калаҫрӗ: — Итлесемӗр, Юрий Алексеич, килӗшетӗр-и, эсир вӗсене тытатпӑр та, эсир пурнӑҫра пӗрремӗш хут тесе, вӑрттӑн пӑшӑлтататпӑр? Хӗрарӑм усӑк туратлӑ ҫӳҫе айӗнче тӑрать, сылтӑм чавсипе вилтӑпри ҫинчи палӑк ҫумне тӗревленнӗ, сулахай аллине шурӑ тутӑрпа ридикюль тытнӑ, ӳкерчӗк айне: «Ах, тек эпӗ сана нихҫан та кураймӑп-ши?» — тесе ҫырнӑ. Теприн ҫинче — ҫӳҫне каялла туранӑ ҫамрӑк хӗр; ҫӳҫӗ ҫине вӑл тенкел хыҫӗ пекех пысӑк ҫавра тура лартнӑ, аллинче унӑн пӗчӗк вилӗ кайӑк месерле выртать, хӗр макӑрать, куҫне тутӑрпа шӑлать, ӳкерчӗкӗ айне ҫапла ҫырнӑ: «Эсӗ савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетнине эпӗ тек нихҫан та илтеймӗп!» Хорь нимӗн те чӗнмерӗ. — Пулса тухрӗ вӗт-ха ҫавӑн пек? Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. — Мана кунта хирӗҫлеме хӑтланаҫҫӗ текен сас-хураран хумханать хула паян. Хӑвах каларӑн-ха ӑна ырӑ ҫын тесе, мана пула ҫавӑн пек лайӑх патриот вилсе вырттӑр-и? — Айӑплӑ, капитан господин, — тавӑрчӗ Ромашов тӳрккес сасӑпа. Лось каллех кӗнеке тытрӗ те шухӑшлать: «Мӗнпе пӗтет? Нимӗҫ ротин командирӗ Сухая Полянӑра вырӑссен пӗчӗк пайӗ кӑна вырнаҫнӑ иккенне, ыттисем пурте ял икӗ енӗпе, вӑрман хӳтлӗхне вырнаҫнине пӗлмен. Тӗлӗнмелле! Эпӗ хам хамах пулатӑп. — Паян эпӗ виҫӗ нимӗҫе ҫапса антартӑм. Вӑл ялан тенӗ пекех кӑмӑлне хӑпартлантарса ҫӳрет пулин те, ӑна хаваслӑ ҫын тесе калама ҫук; кӗскенрех каласан, ӑна тӑрлавсӑртарах ҫын тесе калама пулать. — Мӗнле, каятӑн-и? — хыттӑн ыйтрӗ те Лукашка, ӑна хӑй ҫумне пӑчӑртаса, питҫӑмартинчен чуптурӗ. Тен, вӑл халь те ҫакӑнтах ларать пуль-ха, кофейньӑра хамӑр хушӑрах пуль, эпир сисместпӗр те пуль. — Ман мӗн ӗҫ пур? Ҫав хушӑра Мери юрлама чарӑнчӗ. Эсӗ акӑ ҫамрӑк ӑру ҫине пӑх-ха: агитколоннӑри пирӗн комсомолец Ванюшка Найденов епле тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвать! Ҫавӑнпа та вӑл, сулахай чавсине кукӑртса малалла тӑсрӗ те, ҫапла асӑрхаттарчӗ. — Сотски, хӑвала лашасене, ухмах! Утса пынӑ ҫӗртех:— Эй, эсир! — тесе кӑшкӑрчӗ. Турӑсӑр — ниепле те пурӑнма пулмасть… — Мӗнпе? Игумен патне пынӑ чух ӑна ик-виҫӗ утӑм ярса пусасси те хӗнлӗ терт кӳрет, ҫавӑнпа та унӑн пит-куҫне тар тапса тухать. Эсӗ ырӑ хӗрача, эпӗ сана шеллетӗп. Тепӗр кун Джон Мангльс карап ҫинчи платникпе пӗрле ирландецӑн фермине ҫавӑрӑнса ҫитрӗ. Пӗрлех матроссем те апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсене илсе пычӗҫ. Падди О'Мурпа пӗрле унӑн каравана хатӗрлеме тытӑнмалла. Эсӗ хӑвна ху кун пек тытсан, эпӗ санпа ӗҫсем ҫинчен калаҫма пултараймастӑп. Вӑл сасартӑк ҫак ӗҫе хӗрӳллӗн тытӑнчӗ. Апла пулсан, кӗнекесене вӑл акнӑ пулать, ҫапла-и? — Эсир вӗсене ахалех хурлатӑр. — Анчах эсӗ вӑл туйӑма ӑнланмастӑн пулсан, санӑн вӑл туйӑм ҫук пулсан, ун ҫинчен калаҫма та пултараймастӑн. Хӗрарӑмсем мӗн-мӗн тунине ҫакӑн чухлӗ каласа кайни Африка континентӗнчи тискер вырӑнсенче хӗрарӑм хулпуҫҫийӗ ҫине мӗнле йывӑр ҫӗклем тиеннине кӑтартать. Зеб ахаль ҫын куҫӗ ӑнланмалла мар паллӑсем тӑрӑх кайнӑ, анчах уншӑн вара ҫав паллӑсем, ҫул ҫинчи юпасем ҫине ҫырса хӑварни пекех, уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ. Вӑрлӑхлӑх тырра виҫӗ хунар ҫутинче триерпа ҫӗрле те тасатаҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑнах хура йытти пычӗ. Юрӑран. Пӑлтӑрта вӑл Гайнан ҫине пырса тӑрӑнчӗ, асӑрхаманччӗ ӑна, хӑраса кайрӗ, шарт сикрӗ те ҫилӗллӗн кӑшкарса ячӗ: — Мӗн амакӗ ҫак! Вӑхӑтран вӑхӑта инҫетре хурлӑхлӑн та вӑрӑммӑн улани илтӗнсе тӑчӗ. «Кӑна аи — ку вӑрманлӑ вырӑнта пурӑнакан пысӑк мӑранкка упӑте — улать», — терӗ Гаррис. — Эсир килте вӗренсе ӳснӗ пулас, авалхи йӑласемпе пурӑнакан, турӑран хӑракан ҫемьере? — ыйтрӗ вӑл. Унӑн ҫине-ҫинех чарӑна-чарӑна тӑрса канма тиврӗ. Вӗренесси малтан мана питех кӑмӑла каймастчӗ, халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫапла шутларӑм: пурпӗрех, аттене тарӑхтарассишӗнех шкула ҫӳретӗп. Вӗсем тӑваттӑн, вӑл — пӗччен. Эсир пӗлтӗр, кавальеро. Тӳпери ҫутӑсем ҫинчен ӑслӑлӑх ӗлӗк-авалах вӗрентме тытӑннӑ, ӑна астрономи теҫҫӗ. Астрономи — грек сӑмахӗ, ӑна икӗ сӑмахран пӗрлештерсе тунӑ: «астрон» — ҫӑлтӑр тени пулать, «номос» — саккун тени. Эпӗ юрататӑп! Ӑҫта эсӗ? Ҫӗрпӳртре никам та ҫук. Артамонов чыхӑнса кайрӗ. Сирӗн шӑлнуна вӑл вӗлернӗ, никам та мар. Анчах Магацитлсем Кӗтӳҫе ӗненекенсене тӗкӗнмеҫҫӗ, Сӑваплӑ Уратаран перӗнмеҫҫӗ, Соам гейзер ҫывӑхне пымаҫҫӗ, ту хушӑкӗсене шала кӗмеҫҫӗ, — унта вара кӑнтӑрлахи сехетсенче вӗрсе иртекен ҫил вӑрттӑн-ытарлӑ сасӑ кӑларать; ку — улла юрри. Норма кунта яхӑнне те пымасть… Кунӗ хӗвеллӗ те янкӑр ҫутӑ, юрлакан ҫыннӑн сасси кӑмӑллӑ та янравлӑн илтӗнет, ҫавӑнпа та эпӗ хампа юнашар ҫынсем мӗншӗн хӑранине те ӑнланса илеймерӗм. Эсир пӗр ҫынна та хирӗҫ пулмасӑр сехечӗ-сехечӗпе, эрни-эрнипе, уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫӳреме пултаратӑр, ҫулталӑкӗпех те ҫӳреме пултаратӑр пулӗ, тен. Вӑл кунта пулни урӑх ӗнтӗ никама та интереслентермерӗ. Ун ҫине пӑхкаласа илнӗ хушӑра, Давыдов пӗр хут ҫеҫ ҫакна асӑрхарӗ: Макарӑн чӗркуҫҫисем ҫине халсӑррӑн хунӑ аллин ӳчӗ кӑтрашка хум пек чӗтрет… — Унта ҫав. Сунара кайнӑ арҫынсем пысӑк мар сӑртсем хыҫӗнче ҫухалса бизонсен кӗтӗвӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ. Ҫакса яр та хӑвӑн сӑран саппунна, ӗҫлекен тӗттӗм мастерскойри станоку умне тӑр! Ун пек стариксемшӗн нумай памаҫҫӗ, унашкал ӑпӑр-тапӑршӑн кӑшт ҫеҫ параҫҫӗ, тет. — «Лере, хуторта, эпӗ сана хуҫатӑпах-ха», тесе ҫеҫ шухӑшласа хучӗ вӑл. Зонтикӗпе сулласа, сулланкаласа ларса, вӑл ахӑлтатса кулса кӑшкӑратчӗ: — Шуйттансем, тетӗн! Эпӗ ӑна райкомра куртӑм. Тӗкмисем ҫурри ҫӗрсе пӗтнӗ пулин те, ҫапах лашасем валли, ҫӗрле тилӗсем килсе тапӑнасран, хӳтлӗх пулса тӑраҫҫӗ. Эпир шултра эрешменсемпе шапасем, кӑпшанкӑсемпе хуртсем тата ытти ҫавнашкал чӗрӗ япаласем пуҫтартӑмӑр, сӑпса йӑви те илсе каясшӑнччӗ, анчах ку шухӑша пӑрахма тиврӗ: сӑпсисем йӑвинчехчӗ. Ҫакнашкал пур енчен те йӗрӗнмелле выльӑхсене ҫынпа танлаштарса пӑхни те ман ҫан-ҫурӑма ҫӳҫентерсе ярать. Виҫӗ кунран икӗ юлташ Никольское енне каякан ҫулпа тухса ярӑнтарчӗҫ. Николай пичче пирӗн тумтирсемпе урана тӑхӑнмаллисене йӑтса килчӗ: Володя валли атӑ, ман валли халлӗхе хӑюне йӑлмакласа ҫыхнӑ пушмак. — Унта сан пирки… — калама тытӑнчӗ Алексее дежурнӑй, анчах аялтан командирӗн ҫирӗп сасси илтӗнчӗ: — Мересьева ман пата! Ҫынсем нимӗн те ӑнланмарӗҫ: — мӗншӗн хӗл варринче каять-ха Санин Петербургран? Кун ҫинчен, турӑ ҫырлахтӑрах, Давыдов пӗлес пулсан, эпӗ тӳрех ҫапла калатӑп: «Хӑвӑрӑн ылханлӑ Трофим качакана тӗп тӑвӑр, вара эпӗ те ҫул ҫинче ҫывӑрса ҫӳремӗп. — Кашниннех сирӗн хӑйӗн шухӑшӗ, — терӗ вӑл. Эп утрӑм. Эпӗ ҫак «шурӑ-шурӑ чайкӑсен сассине», палаткӑри ыйӑхсӑр каҫсене, палатка витӗр ҫуттине паракан анма пӗлмен хӗвеле нумай-нумай асра тытса пурӑнӑп! Решеткерен кӗрекен кун ҫутинче Халл капитан ку ҫынсем негрсем пулнине курчӗ. Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинче питӗ ансӑр аркӑллӑ кивӗ хура фрак ҫакӑнса тӑрать; пӗр аллине вӑл кӑкри ҫинче тытса пырать, тепӗр аллипе тӑтӑшах лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ ҫӳллӗ те тӑвӑр галстукӗнчен тытать тата ҫине тӑрсах пуҫне пӑркалать. Ҫав тери лайӑх мар пулса тӑчӗ. Хӑшпӗр халӑхсем ҫакна ӗненсе, вӗри ҫӗлене шакӑртмасемпе шакӑртаттарса е параппансем ҫапса хӑваласа яма пӑхнӑ. Сире пӗрре ҫеҫ курнӑ ҫын сирӗн таса сӑн-сӑпатӑра нихҫан та манас ҫук… Ватӑ господин ҫиленчӗ, вӑрҫа пуҫларӗ, Вавжон Марысьӑна путарса вӗлерме тӑни ҫинчен илтсен:— Эпӗ санӑнне тирне сӳсе илӗттӗм! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Унтан Марысьӑна чӗнчӗ: — Хӗрӗм, кил-ха кунта. Марыся пырсан, вӑл икӗ аллипе те ун пуҫне тытрӗ те ҫамкинчен чуптуса илчӗ. Дама пӗр хӗрачана ҫавӑтнӑ. Ун вырӑнне калама ҫук чаплӑн кӑтартса пачӗ хӑйне пиллӗкмӗш рота. Ҫак кунхине Юрдан чорбаджи кил-йыш уявӗ ячӗпе хӑй патӗнче кӗреке пуҫтарсаччӗ. — Ҫук, — тесе пӳлчӗ ӑна Гленарван, — мӗнле ҫӑмӑллӑхсем кирлӗ сире? Марья Ивановнӑн ӑшӗ калама ҫук варканӑ, анчах та хӑй ытла та тӳлек тата тӑп-тӑп пулнӑ пирки, вӑл нимӗн те шарламан. Ытла ӑшӑ сӑнарлӑ пулмарӑм пулас ун чух, мӗншӗн тесен Иван Павлыч малтан ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан ман ҫине, вара сасартӑк — вӑл мӗне пӗлтернине ҫинчен сиссе те ӗлкӗреймерӗм эпӗ, — аллине сӗтел ҫине сарса хучӗ те ун ҫине куҫпа кӑтартрӗ. Мексиканец хӗрӗ шарфне хулпуҫҫисем ҫинелле усӑнтарса ярса, ҫара пуҫӑн ларса пынӑ. Лачакаллӑ шурлӑх тӑрӑх вӗсем алран-ал тытӑнса, шӑлан тӗмисенчен ҫакланкаласа, кашни утӑмрах тенӗ пек такӑна-такӑна утаҫҫӗ. «Пурте урӑхла пулма пултарнӑ», — ҫырса хутӑм эпӗ карттӑ ҫине, — пурте урӑхла пулма пултарнӑ тесе шухӑшлама та йывӑр. Яков Лукич, куҫӗсене шӑлкаласа, Лятьевский ячӗпе адресленӗ ҫырӑва алла илчӗ. Эпӗ каласшӑн пулман сӑмахсене калаттарасшӑн ан ҫунӑр, каламастӑп. Малтанах пурте питӗ ҫыпӑҫуллӑ пулса пынӑ, пирӗн француз Мускава пуҫне каҫӑртса пырса кӗнӗ. Январӗн 19 — 20-мӗш кунӗсем те ҫавӑн пекех ывӑнтарса яракан ӗҫсӗрлӗхпе иртрӗҫ. — Ах, каҫарӑр, тархасшӑн, — терӗ вӑл кӗмӗл пек янӑравлӑ сасӑпа, хӑй тӑнӑ чух асӑрхамасӑр тӗртсе илнӗ доктора. — Эпӗ каланӑ майлах пулмарӗ-и-ха? Ыйхӑ тӗлӗшпе кулса илсе, Давыдов хӑй куҫӗ умне вӗсем мӗнле юнашар выртнине кӑларса тӑратрӗ. Йӗри-тавра лапам вырӑн сарӑлса выртать — ӑна ҫумӑр вӑхӑтӗнче шыв илет пулмалла; ҫӗр шурлӑхлӑрах, мӑкпа витӗннӗ; унта-кунта симӗс мӑк кавирӗ ҫийӗн илемлӗ упасарри ҫилпе чӳхенет. Сире мӗн ӗҫ? Аслӑ классенчи астрономи вӗренекен ачасем тӳпери ҫутӑсене менискла телескоп витӗр сӑнаҫҫӗ. Ҫак хӑйне хӑех панӑ ыйту хыҫҫӑн майор шурса кайрӗ. — Австрали сывлӑшӗ гигиена тӗлӗшӗпе мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен калаҫмастӑп эпӗ. Сивӗ мӗн тери асап кӳнине Павел тин туйса илчӗ. Эпӗ тӳррипе калани Пугачев кӑмӑлне килчӗ. Сӑмахран — ыйткалакансем пирки: ыйткалакансем — ырӑ, тенӗ. Эпӗ хуса ятӑм ӑна. Вӑл уҫӑ чӳрече витӗр «ҫӗрле ҫине» пӑхма тытӑнчӗ. Сигарӑна кимӗ хӗрри урлӑ персе вӑл хыҫҫӑн йӗрӗнсе сурчӗ те калать: — Кичем, Пешков! Кичем. Юлашкинчен Пугачев кресла ҫинчен тӑчӗ те хӑйӗн старшинисемпе пӗрле крыльцо ҫинчен анчӗ. — Ҫавӑнталла пӑхӑр, — тесе ту ҫинелле кӑтартрӗ мустангер. Тата тепӗр пӗчӗк ӗҫе пула юратса пӑрахрӗ вӑл ӑна. Лавсем хыҫҫӑн вӗсем сиен тӑвас тесе те утмаҫҫӗ пулӗ-ха, анчах, ҫывӑхрах пулнипе, вӗсенчен пурпӗр сехре хӑпса тухмаллах хӑрамалла. Тӗрме картишӗнче ҫӗрӗпех курӑк чӑштӑртатрӗ, ҫав курӑк часах ӗнтӗ кӗреҫе айӗнче касӑлса хӑрмалла пулнӑ. — Савнӑ пиччем! — тетӗп, пӗчӗкҫӗ ача пек ҫепӗҫленсе хамӑн куҫӑмсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртатать. Мулкача каллех тем ҫутатса илсе сывлӑшалла ывӑтса ячӗ. — Пӗлетӗп! — шахвӑртуллӑн пуҫне сӗлтсе каланӑ Любовь. Пурпӗрех куҫҫульпе шӑварас пулать. — Чирлӗ тетӗн-и? — нимле мар пулса кайрӗ Христофор атте. Часрах! Алӑкран инҫех те мар, кӗнеке ҫӳлӗкӗнчен тайӑнса, кӗл ҫӳҫлӗ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать, — хура кӗпи мӑйӗнчен пуҫласа урайне ҫитичченех, ал лапписене те хуплать. Христофор атте аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫинҫе сасӑпа тепӗр хут каларӗ: — Инкек! Инкек! Унтан ӑна кӑларса янӑ, вӑл вара Мускава таврӑннӑ, Хусан вокзалӗнче ӑна каллех тытса илнӗ. Болгари! — тесе мӑкӑртатса илчӗ те Анна Васильевна, ҫавӑнтах: «Турӑҫӑм, вилес патне ҫитнӗ болгар, сасси пичкерен илтӗннӗ пек, куҫӗсем кунтӑ пек, типсе-хӑрса кайнӑ, сюртукӗ ют ҫыннӑн, хӑй ӑвӑс пекех сап-сарӑ, ҫапах — Елена унӑн арӑмӗ, вӑл ӑна юратать… ку темле усал тӗлӗк…» тесе шухӑшласа илчӗ. Кун-ҫулӑмра чи малтанхи хут ҫапла кансӗрӗн каларӑм пуль ҫак кӗске сӑмаха. Анчах вӑхӑт пӗр сехет те иртмерӗ, эпӗ хама кӑштах кичем пула пуҫланине е мана ҫакнашкал чаплӑ чухне никам та курманнишӗн хам куляннине туйса илтӗм, вара манӑн ӑҫта та пулин кайса ҫӳрес, мӗн те пулин тӑвас килчӗ. — Лашана хӑть, лашана шелле… ҫуртра пӗр выльӑх чунӗ те ҫав ҫеҫ вӗт… яр-ха. Петька пирки тӳррине тӳрех калас пулать. Вӑл ӑна, йытӑ, хупах тӗл пулсанах ӗҫсе ярать вӗт. Фронтран инҫетре — пурӑнӑҫ ҫав-ҫавах: унта ҫынсем кулаҫҫӗ, куҫҫуль тӑкаҫҫӗ, хуйхӑраҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ, илемлӗхе курасшӑн ҫунаҫҫӗ, кӑмӑллаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ, юратаҫҫӗ… Унӑн пуҫӗнче:«Николай Ивановича пӗтеретӗп, — текен йӗплекен шухӑш вӗлтлетсе илчӗ: — Пашӑна нумайччен кураймастӑп! Дикарьсен тыткӑнӗнче хӑйпе мӗн-мӗн пулнисенчен хӑшне-пӗрне юриех сиктерсе хӑварчӗ пулмалла. Виҫҫӗн. Яланхи пекех пропуск ыйтрӑм. Пӑхатӑп та — вӑл! — Пӗтӗм халӑх пӑтрашӑнать халь, — тӑсрӗ малалла Ярмола. Хӑш-пӗр сӑртсене хулӑн тымарлӑ, иртсе кайма ҫук ҫӑра ӳсекен курӑк — сассапарель сӑрса илнӗ. — Ҫиччӗллине патӑм сана, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл ӑна, вӑрманти тӑшмана хӗссе кӑларма пуҫланӑ салтаксем хушшинче курсан, унтан ҫывӑхарах пырса, вӑл хӑйӗн кошелекӗпе бумажникне кӑларнӑ та, лешӗ кунӑн парӑмне йышӑнасшӑн пулмасан та, укҫине тыттарса хӑварнӑ. Ҫаран ҫине вӑл ӑсран кайнӑ пек вӑркӑнтарса ҫитрӗ. Андрей таврӑнчӗ, — вӑл хаваслӑ та савӑнӑҫлӑ. Вӑл ӗҫкӗллӗ ҫын, хӗрсе каять — акӑ мӗн! Вӑл мана алӑран тытрӗ, хӑй патнелле туртса илчӗ те, мана ҫамкаран сивӗ пӳрнипе шаккаса, ӳркенсерех калать: — Мӗнле апла эсӗ нимсӗрех, тӳрех — ме, ил, тетӗн!? Савӑнӑҫлӑ тӗлӗксем куратӑн, шӑлусене йӗретӗн? Ман шутпа, кунта хӗрарӑм-тухатмӑшсем сӑтӑр туса тӑраҫҫӗ. — Турӑ ирӗкӗ, — тепӗр хут темле ҫиленсе, тарӑхса каларӗ те вӑл, каллех пуҫне ҫӗклесе, турӑш ҫине пӑхрӗ. Ганс вырӑнтан та сикмест. Прохошка аллине карт туртса илчӗ. Кӗт, кӗт! Вӑл пӗччен кӑна пулсан лайӑхчӗ те-ха. Пуринчен малтан Матвей Баринов, таса мар, сапаланчӑк, упӑте аллисем пек вӑрӑм алӑллӑ тата хӗрарӑм куҫӗсем пек хитре куҫӗсемпе сӳрӗккӗн пӑхакан ҫын пырса тӑчӗ. — Хӑҫан? — Пӑхсамччӗ, Джим, мӗнле чӗтреҫҫӗ манӑн пӳрнесем, — терӗ вӑл малалла, мӗскӗнле сасӑпа. — Онбаши ҫаплах тесе ӗнентерет-ҫке? Ҫав вӑхӑтрах вӑл Николаев пальттин тӳмисем ҫине ӳкнӗ хӑйӗн пӗчӗк ҫеҫ, тӑвӑр пуҫлӑ, мӑтьӑк урасемлӗ те айккисенелле ним латсӑррӑн сарӑлса, пӳхсе кайнӑ кӗлеткине шӑтарас пекех тӑрӑнса пӑхрӗ. Ҫак каҫхине Марко кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ. Пантелей, ҫӑм ҫине ларт та эс ӑна ху патна, ан тив, пытӑр сирӗнпе хуллен, эпир кайран хӑваласа ҫитетпӗр сире. Анчах вӗсен хуйхине сирсе яма май килмесен, вӑл ҫав япала ҫинчен тусӗсене халех каласа кӑтартать. Пӑхмалли трубана шухӑшласа кӑларни наукӑшӑн питӗ пысӑк вырӑн йышӑннӑ, кунта кӗскен те пулин телескоп историне каласа памаллах пулать. — Алло, палламан ҫын! — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. Эпир утравӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри вӗҫӗнчен ҫурҫӗр енчи бухтӑна кӗмелли вырӑна ҫитиччен нимӗнле йывӑрлӑхсӑрах пытӑмӑр. Паян эпӗ пуян, жид пекех. Нимӗҫе вӑл питӗ ҫӳлте, ҫӗртен ултӑ километрта, Мускав ҫывӑхӗнчи дачӑллӑ вырӑнта хӑваласа ҫитнӗ, нимӗҫ самолёчӗн хӳри патне тухма пултарнӑ та, тӑшмана целик тӗлне илсе гашетка ҫине пуснӑ. Кайӑр! Куккунтан лекет куншӑн! Вӑл тахҫанах ӗнтӗ хӑйӗн илемлӗ хӗрне пуян та чаплӑ ҫынна качча парса, хӑйӗн ӗҫӗсене тӳрлетме ӗмӗтленсе пурӑннӑ. Ӑшӑ пулнӑран, ӗшеннӗрен Лось кӗҫех тӗлӗрсе кайрӗ. Комсомолецсен тӗп масси — лайӑх производственниксем. Вӑрмана ҫитичченех вӗсем ним ҫӑвар уҫмасӑр тенӗ пек пынӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ытарайманлӑха, куҫ хупанкисемпе Мануйлиха еннелле хуллен хускатса кӑтартса, чи малтан Олеся пӑсрӗ. Воропаев та тӑчӗ, Сталин хыҫҫӑн утмаллаччӗ-ши унӑн е сӗтел умӗнчех юлмалла, — ҫакна вӑл пӗлмерӗ, анчах Молотов:— Ларӑр. Пирен крепӑҫре ҫавӑн пек ӗҫ, пӗр-пӗрне вӗлерес ӗҫе пуҫласа яма-и?! Казак чарӑнчӗ. Вӑл, ман пекех, шурӑ ӳтлӗ ҫын мӗн, сӑн пичӗ те кӑмӑллӑ курӑнать. Анчах хӗҫӗ вӗсен — тайма пуҫӑм! — Мӗншӗн-ха вӗсен выльӑх какайне ҫимелле мар? Артамонов, ҫупаха пӳрнипе юнаса, сасӑпах:— Эпӗ сана пурнӑҫ туса парӑп ак! — терӗ. Камне Марья Кириловна пӑхса ӗлкӗреймерӗ те. «Лешӗ — кунта». Шухӑшлӑр-ха, — ҫынсем ҫав тери асаппа хӑйсем валли ун пек кун пек пурӑнӑҫ тукаланӑ, ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, анчах та пӗр-пӗр ҫын тухать те — пӑлханма тытӑнать: кирлӗ пек пурӑнмастӑр! — тет. Унпа юнашар, ҫамрӑк хурӑнлӑхра, улпутсен улӑм витнӗ пӗчӗк ҫурчӗ курӑнса кайрӗ. — Шлейферша патне, Шлейферша патне. — Ҫав териех васкатӑр эппин? Ҫынсем вӗҫӗмсӗр утса, вӗресе тӑракан сӑмаварсем пек пӑспа сывланӑ. Юлашкинчен вӑл Гек Финна тӗл пулчӗ. — Эсир пенине куртӑм эпӗ, анчах эсир кама пӑшалпа пенине эпӗ асӑрхаймарӑм. Пире курсассӑн, вӑл, пирӗн пата пырса, мана ӑшшӑн темиҫе сӑмах каларӗ те каллех команда пама тытӑнчӗ. Хӗрарӑмӑн сӑмах ҫаплах пӗтмест, эпӗ темӗн каласшӑн пулнине те илтмерӗ вӑл. — Леш негрӗ шӑпах Гек Фина вӗлернӗ ҫӗр тухса тарнӑ. — Калаҫӑр, калаҫӑр, — йӑлӑннӑ пекех ыйтрӗ Ромашов. Оленин чӗринче темӗн татӑлса кайнӑн туйӑнчӗ. Авса тунӑ креслӑра ларакан Ольга урисене чӑматан ҫине хунӑ, хӑй ҫемҫе ҫыхӑ ҫумне таяннӑ. Ирпе ирех Пысӑк Лубня ялне черетлӗ ҫырӑвӑма ҫыртӑм та, урӑх нимӗн тума аптӑраса Кузнечиха патнелле анаталла антӑм. Вӗренекен Пашка Одинцов ҫӑмарта саррисене уйӑрса илме пӑрахса, аллисенче пӗрер ҫӑмарта хуппи тытса, шутсӑр аван дискӑнтпа ҫум сассине юрласа пырать. Темиҫе минут ним чӗнмесӗр пытӑм эпӗ унпа юнашар. Пӗтӗм хатӗрсенчен усӑнса тӑракан трос татӑкӗсем, татӑк-кӗсӗк сӑнчӑрсем ҫеҫ юлнӑ. Апла пулин те Ставропольрен иртсен пӗтӗмпех кӑмӑла каймалла пулса пычӗ: тискер тата, унтан та ытларах хитре те харсӑр, паттӑрлӑх сисӗнчӗ. Оленина вара хаваслӑрах та хаваслӑрах пулчӗ. — Пиншакпа шӑрӑх пулать. Терентий Жигалов уҫҫӑнах ӑнланмалла пӑшӑлтатса илчӗ: — Ӑҫта… вӑл? Анчах хуҫа майри ӑс паратчӗ: чиркӳ юррисене ӑҫта кирлӗ унта юрлани вырӑнлӑ мар, кунта тата авӑ… тетчӗ те, пӗчӗк алӑк ҫине аллипе тӗллесе кӑтартатчӗ. — Евгений Васильевич, пирӗн ирӗк вӑйӗ ҫук… — пуҫланӑччӗ Анна Сергеевна, анчах ҫил вӗҫсе килчӗ те ҫулҫӑсене чӑштӑртаттарчӗ, унӑн сӑмахӗсене те вӗҫтерсе илсе кайрӗ. Юр кӑҫал хулӑн ҫунӑ. Кӑнтӑр кунӗнче хӗрсем куҫӗ умне курӑнас пулсан, вӗсем вилеслех хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗҫ. Кӑшкӑракан ҫын ҫине пукансем хыҫӗнчен вӑрҫма пуҫларӗҫ: — Ан пӑс номере, мӗн пуҫтахланатӑн! Анчах, телее, ӗҫлӗ аслашшӗ ҫак хӑрушӑ элеке те илтмӗше печӗ, те илтеймесӗрех юлчӗ. Ҫаксем эпӗ илтнӗ юлашки сӑмахсем пулчӗҫ. Оленин ҫинчен Белецкий: унӑн йӑпанасси ҫеҫ килет, тесе шутланӑ; анчах Оленин хӑйӗн ӗҫӗ мӗнле ҫаврӑнса тухасса кӗтнӗ. Мӗн шуйттанне кӗтсе лармалла ман кунта? Ҫапла, кун хыҫҫӑн кун, Фоман пурнӑҫӗ вӑраххӑн уҫӑлса пынӑ, пӗтӗмӗшпе илсен, хумхану тӗлӗшпе пуян мар, тӑнӑҫ та лӑпкӑ пурнӑҫ пулнӑ унӑн. Ача каллех пӗр сӑмах та чӗнмест. — Ну мӗн-ха, — терӗ маркиз, — унта каяс пулӗ. — Епле пурӑнатӑн? — Унтан вӑя каллех, симӗс куҫӗсене хӗскелесе, пӳрнисене пичӗ умӗнче выляткаласа, шайлама пуҫланӑ. Юлашкинчен Тарас хӑйӗн пуҫ вӗҫӗнче Товкач ларнине асӑрхарӗ. Вӑл Тарас мӗнле сывланине кашнинчех тимлӗн итлет пулас. Вӗсемпе пӳрнесемпе кӑтартса сӑмахлас пулать. Иконин кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пилӗк минутран кая мар, — мана вӗсем пилӗк сехетӗн туйӑнчӗҫ, — кӗнекесене, билетсене майлаштара-майлаштара хучӗ, сӑмсине шӑнкӑртрӗ, креслӑсене тӳрлетсе лартрӗ, вӗсем ҫине саркалана-саркалана ларчӗ, зал ӑшнелле, айккинелле тата пур еннелле те пӑхрӗ, пӗр ман ҫине кӑна пӑхмарӗ. Ҫаксем хыҫӗнчен кун сиктерсе — икӗ чӗлхе те кун сиктерсе — географипе истори. Кирила Петрович, пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен тӗплӗн ҫырса губернатор патне янӑ та, ҫӗнӗ ӗҫ тапранса кайнӑ. Ӑна ҫавӑнтах Марья Николаевна ярса тытрӗ. Пӳлӗм сана халь тесен халь параҫҫӗ, ҫемьеллӗ пулсан, вӑхӑт иртнӗ май, сана вӗсем ҫурт та лартса парӗҫ. Сасӑ пӗр ҫекундра пин те ҫирӗм фут кайнине шутласан, мӗн пурӗ ҫирӗм пин те тӑватӑ ҫӗр фут, е ҫичӗ километра яхӑн пулать… — Больницӑна вӑхӑтра ҫитейместӗп ӗнтӗ, анчах нимӗн тума та май ҫук. — Вӗсене турӑ пӗлет, Ваҫили Андрейч, вӗсем хушшине кӗместӗп. Маншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: хӑйсен чӗлхипе вӗсем хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсем ҫинчен уҫҫӑнах ӑнлантарса пама пултараҫҫӗ, китай сӑмахӗсене алфавитпа ҫырса кӑтартма йывӑр пулсан, вӗсен сӑмахӗсене вара хуть мӗнле алфавитпа та пулин ҫырса хума май пулать. Вӑт, халӗ ӗнтӗ пире ответ тытма чӗнеҫҫӗ». Кӑштах ҫамрӑкрах пулнӑ пулсан — йӗрсе ярӗччӗ вӑл кичемпе салхулӑх пуснӑран, ҫилленнӗрен: ун чӗрине эрӗм йӳҫҫи пек йӳҫлӗх ҫунтарса тӑрать. — Ҫитет, — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ Тимошенко тӳссе тараймасӑр, — ӗҫе тытӑнатпӑр. — Инҫете. Пӗртен-пӗр ҫавӑншӑн кӑна. Вӗсем, шуйттансем, пурте ҫамрӑк, сывлӑхлӑ пулӗ-ха. Вӗсене хытӑ ислетеҫҫӗ, анчах вӗсем хӗненипе самӑрлаҫҫӗ кӑна. — Маша унӑн аллине чуп турӗ те, хӑвӑртрах хӑйӗн пӳлемне кайрӗ. — Капитан патне ҫитмелле, — терӗ Умрихин. — Ну, каласа кӑтарт… — Чиперскер-и? — пӳлчӗ Базаров. Андрей ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ. Эпӗ сире акӑ ҫакна ҫеҫ каласшӑн: решетке хыҫне кӗрсе ларас теместӗр пулсан, ҫав ылханлӑ эрехе ан ӗҫӗр — ӳсӗр чухне ҫын хӑйне хӑй те пӗлмест… Кун пек ҫӗрсем кантӑрта ҫеҫ пулаҫҫӗ. Мӗн? Хӑй вӑл ҫара уранах. Хай — хураскер… — Ку Дюнкерк мар вӗт-ха, — хирӗҫлерӗ Воропаев. — Андрюшкӑпа пӗр кровать ҫинче ҫывӑрни турра хирӗҫ пыни пулмасть-и тата? — Дройфа кӗрӗр те шыв ҫине шлюпка антарма хушӑр. Чавсанайран Кольӑпа Гейка тухрӗҫ. Темиҫе минут тӑрсан вӑл каялла ҫавӑрӑнса пӑхса, мана каларӗ: — Итле, атя, ӑҫта та пулин пытанса ларар та, «Камчадалка» вулар — юрать-и? — Шухӑшламастӑп. Эпӗ сулӑ ҫине пытӑм, кӑмӑл йӑлт пӑсӑлчӗ: хам начар ӗҫ тунине пӗлетӗп-ҫке эпӗ, малашне те мӗн тума юранине ҫеҫ тума хӑнӑхса ҫитессе шанмастӑп, мӗншӗн тесен ҫын пӗчӗкрен ҫапла тума вӗреймен пулсан, кайран ниепле те вӗренеймест, юсанма кӑмӑлӗ пулсан та, юсанаймасть вӑл. Огнянов ӑна куҫ сиктерми пӑхса тӑчӗ пулин те, шухӑшӗ хӑйӗн иртнӗ вӑхӑтра мӗн-мӗн пулса иртнипе ҫыхӑнчӗ. Турӑ пирӗн ҫине ҫиленнӗччӗ — ун пирки нимӗн иккӗленӳ те юлмарӗ. Вӑл вӗҫкӗнленсе хӑяккӑн ларнинче, аллине выляткаласа, лашине хырӑм айӗнчен пушӑпа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапкаласа пынинче, раснах тата унӑн йӗри-тавралла мӑнкӑмӑллӑн, кӑшт хӗсерех пӑхакан йӑлтӑркка хура куҫӗсенче — хӑй вӑйлине лайӑх туйни тата ҫамрӑклӑхӑн хӑйне хӑй шанса тӑрас йӑли палӑрать. — Пурте нумай шухӑшлаҫҫӗ, анчах ӗненни палӑрмасть. Ташланӑ пек, ури ҫинчен ури ҫине тӗренкелесе те хулпуҫҫийӗсене турткалантара-турткалантара:— Сирӗн благороди, — кӑшкӑрчӗ вӑл. Эпӗ ун патне чупса ҫитсен, вӑл чӗрехчӗ, — терӗ Сильвер. — Эппин юрӗ-ха, — тесе мӑкӑртатать ачи. Нильс ҫӗрле вилчӗ. Кам пӗтет тата, тен, ҫак самантрах Бойчо патне хайхи ача мӗнле те пулин хӗсӗнкелесе ҫитӗ те, Бойчо хӑйне тытасса сисмесӗрех ун хыҫҫӑн пыма пултарӗ. Пуҫне питӗ пысӑк лаххана пырса чикнӗ те мӑшкӑлтӑк шыва чаплаттарсах ӗҫет. Ненецсем паҫӑртанпах пирӗн патра тӑраҫҫӗ, эпӗ ҫак пакура кӑшкӑра-кӑшкӑра тухтӑра кӑтартнине вӗсем пин хут та курнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Эхе! — терӗ. Аппӑш ывӑлӗн укҫине пула Вудли Пойндекстерӗн ӗҫӗсем каллех юсанса кайнӑ. Унӑн икҫӗр ҫул маларах авалхи Мускав саманинче пурӑнмалла пулнӑ. Сан-Францискӑна таврӑнсан вӑл, темшӗн ӳкӗнсе асапланакан ҫын пек, ҫав тери тӑрӑшса вӗренме пуҫларӗ: ҫителӗклӗ пӗлӳ пулманнипе капитан ӗҫне лайӑх туса пырайманнишӗн хӑйне каҫарма пултараймарӗ. — Мана астӑватӑн-и? Кӳме ҫине куҫарнӑ чухне Ромашов подпоручик питӗ йывӑрланса ҫитрӗ, тӑнне ҫухатрӗ, ӑшне юн анса тулнине пула, тепӗр ҫичӗ минутран вилсе те кайрӗ. Вӑл майӗпен, кӗскен кӑна кулса илчӗ. — Стой! — кӑшкӑрчӗ Озеров, ун ҫумне кукленсе ларса. «Ҫук, капла эпӗ ҫывӑрса кайма та пултаратӑп!» терӗ вӑл, каллех ҫӗкленсе, куҫӗсене сӑтӑркаласа илнӗ май. Ҫак кичем ҫеҫен хир пилӗк ҫухрӑма яхӑн, Йӗпе вар патне ҫитичченех тӑсӑлать. — Манӑн алӑра мӗнпур плансем. Вӗсене ил те чи пысӑк ҫӑраҫҫипе сылтӑмран иккӗмӗш ещӗке уҫ. Анчах мӗн тума эсӗ ҫак кӗленчене хӑвпа пӗрле илсе ҫӳретӗн? Эппин, малалла!» Тинӗс ытла та вӑйлӑ хумханнӑ пирки пичче палуба ҫине хӑпарса кукӑр-макӑр та илемлӗ ҫыран хӗррисене пӑхса пыраймарӗ. Тӑвӑл вӑхӑтӗнче шхуна ҫинче паруссене те пӗтӗмпех пуҫтарса илчӗҫ. Ӑна пула ашшӗ пӗтрӗ, ӑна пула вӑл халь сыщик пулма ӗмӗтленет, — терӗ Весовщиков, Андрей ҫине салхуллӑн, тӑшманла пӑхса. Курассӑм килмест ҫав ытла мухтанакан ҫынна. Гакуаль руль патӗнче шухӑша кайса тӑчӗ. — Ҫапла вӑт, халлӗхе юрать пулӗ? — терӗ батарея командирӗ. — Эсир халь ывӑннӑ пулӗ, тетӗп эпӗ, ыран лайӑхрах вырнаҫтарӑпӑр. — Ҫывхар! Мана хура переплетлӑ кӗнеке парса, закройщик майри тӑнланмалла мар тем макӑртатса илчӗ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫеҫ мужик хӗрес хура-хура, тутисене хускаткаласа чӳречерен кӗме тӑчӗ, анчах — пултараймарӗ, сылтӑм аллине вӑл пуртӑ тытнӑччӗ, сулахаййипе чӳрече анинчен темиҫе хут тытсан та каялла шуса анчӗ. Гленарванпа унӑн юлташӗсем хӑвӑртрах утма пуҫларӗҫ. Ҫак широтари каҫсем часах тӗттӗмленсе ларнине вӗсем аванах пӗлеҫҫӗ. Вара вӑл шӑмӑсене чулпа шаккаса тӗпрете-тӗпрете, сӑтӑра-сӑтӑра ҫӑнӑх пек туса ҫиме тытӑнчӗ. — Начар — палӑртрӗ Бек-Агамалов, пуҫне сулкаласа. Цифрӑсен йӗркисем, чертеж ӳкерчӗкӗ ишсе иртрӗҫ, вут ҫунакан вучах, кӑмрӑксене вӗртерекен салху Хохлов курӑнаҫҫӗ… Вӑл каласа пӗтермерӗ, хӑвӑрт утса кайрӗ; эпӗ ҫул ҫине лартӑм… ура вӑйӗ пӗтсе ҫитрӗ. Сарлака пусмапа аннӑ хушӑра Рита Павел ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ. Мӗнле приговор пур ун ӑшӗнче? Ҫавӑн пек портретах та, пӗчӗкреххине, эпӗ столовӑйра та куртӑм, унтан та пӗчӗкреххине — Катя пӳлӗмӗнче пӗчӗк кровать тӗлӗнче асӑрхарӑм. Айртона туземецсем таҫта шала, Дарлинг шывӗ патӗнчи ҫӗрсене ҫитичченех, илсе кӗрсе кайнӑ. Ҫекӗл ним юлми хӑвӑлланнӑ хырӑмлӑхне ҫитичченех кӗрсе ларнӑ. Ҫак ултӑ кун хушши ӗмӗр тӑршшӗ пек вӑрӑм туйӑнчӗ ӑна, вара унӑн чунӗ тата ытларах ырата пуҫларӗ, телейсӗр паттӑр Бойчона савасси тата ытларах ҫӗкленчӗ. Ҫакна аса илнипе вӑл пӗтӗм пӳлӗме илтӗнмелле кулса ячӗ. Анчах ҫав распискӑна патшалӑх хучӗ ҫине ҫырнӑ, шыв сӑхман хут, питӗ лайӑх та питӗ чипер пулнӑ, чӑкӑртатса ҫеҫ тӑнӑ. Ӗмӗрлӗхех кая юлтӑм, халӗ ӗнтӗ нимӗнпе те пулӑшма май ҫук! Тӗттӗм те сарлака ҫул тӑрӑх вутлӑ тӗкпе витӗннӗ хӑрушла пысӑк кайӑк пек пароход шуса пырать, ун хыҫҫӑн йывӑр ҫунатсем чӗтреннӗ пек ҫемҫен шавлакан шыв юхать. Вӗсен кебапчипе шишине ҫисе куртӑм, табакне туртрӑм, эрехне ӗҫрӗм. Мересьевӑн госпитальтен тухас умӗн Анюта патне епле пулсан та шӑнкӑртаттармалла, тесе калаҫса татӑлчӗҫ. Халь вӑл хӗрарӑмсемпе ирчченех ҫӳрет пулӗ-ха». Шанчӑклӑ йытӑ, хӑй ӑслӑ пулсан та, хӑй юратакан ҫынна мӗншӗн пӑрахса каймаллине ниепле те ӑнланса илеймен. Вӑл хӑйне аяккалла кайма ӳкӗтленине нумайччен итлемесӗр тӑнӑ. — Ну мӗнле, валеҫме тытӑнатпӑр-и? — терӗ вӑл. Кӑштах пуҫ ҫаврӑннӑ пек, ӑш пӑтраннӑ пек пулнине туйса, Давыдов куҫӗсене уҫрӗ, Кондрата чӗнчӗ. Давыдов куҫне хупрӗ, каҫса кайса туртма пуҫларӗ. Пар-ха ӑна кунта!.. Эпир вӑрмана кӗрейрӗмӗр ҫеҫ, ҫавӑнтах мулкач йӗрӗ ҫине ӳкрӗмӗр те: икӗ ура юнашар та иккӗш каярах, пӗр-пӗрин хыҫҫӑн. Марта сӑмаха тытса усрайман пирки, профессор ҫӗр варрине курма тухса кайни ҫинчен хыпар таҫта та саланнӑ. «Эпӗ ватӑ пирки ҫавӑн пек шикленетӗп пулӗ, вӗсем, тен, ҫитӗҫ те, — тесе шухӑшланӑ вӑл. — Хытӑрах кала! — Пиччӳ пирки суятӑн! Стариксем хӑвӑртрах, пӗрне-пӗри пӳлсе калаҫма тытӑнчӗҫ. Петра Алексей студентсен тавлашӑвӗсене ним чӗнмесӗр, тимлӗн итлени тӗлӗнтернӗ, вӑл сайра хутра кӑна ывӑлӗ майлӑ пулса каланӑ: — Тӗрӗс! Ӑҫта вӑй, унта власть, вӑйӗ — промышленниксен аллинче эппин… Кӑна ӗнтӗ эпӗ халӗ хам куҫӑмпа хам куратӑп. — Нда-а… — тесе килӗшрӗ улпут. Егор пуҫне хыҫалалла ячӗ, куҫне хупрӗ те хытнӑ пек пулса выртрӗ, унӑн алӑ пӳрнисем ҫеҫ хуллен хускалса тӑчӗҫ. Ачасем, ҫапла хушатӑп: Ульяна сирӗншӗн аннӗр вырӑнне пулать, илтетӗр-и? Кайран унӑн куҫӗсем малтанхинчен те ҫивӗчрех куракан пулчӗҫ, вара вӑл ашшӗн тӑвӑр пӳлӗмӗпе картишӗнче ҫынсем мӗн тунине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. — Ҫавӑн пек налог пухнине эпир тӗрӗс мар тесе шутлатпӑр! — терӗ Павел хыттӑн. Хула тулашӗнчи хӑйӑрлӑ вырӑнта тикан тапӑрӗ вырнаҫнӑ, ҫавӑн патӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл вӑййа пуҫтарӑннӑ пысӑк ушкӑна курах кайрӗ. Вӑкӑрсем хӑйсен йӗррипе каялла утрӗҫ. Кравать ҫумӗнчи кармалли айӗнчен айӑпа кӑтартакан япала — чей кашӑкӗ курӑнса тӑрать. Ҫак ҫырӑва вуласа тухнӑ-тухманах пурте улшӑнса кайнине асӑнма та кулӑшла пек туйӑнать. Лайӑх япала шухӑшласа тупнӑ! Ҫаксене пурне те мана кайран каласа пачӗҫ. Ҫапла хӑвалани кайран мӗнле вӗҫленессе кӗтсе тӑма манӑн хӑю ҫитмерӗ. Хам бухта патне килнӗ ҫулпах мӗн вӑй ҫитнӗ таран тарма тытӑнтӑм. Пӗр чӑнкӑ сӑрт ҫине хашкаса чупса хӑпартӑм. Кунтан тавралла пит лайӑх курӑнать. Павел аллине систермесӗр хул хушшинчен илесшӗн пулчӗ. Ҫулҫӳренсем курӑк ҫине выртнӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Жрец пулса тӑнипе вӑл ҫынсемпе япаласем ҫине табу хума — вӗсене тӗкӗнме чарма пултарнӑ. — Апла пулнӑ пулсан, «Дункан» ҫинче пирӗнпе пулаймастӑр эсир, вара эпир ҫак историне те пӗлес ҫукчӗ. Ӗнтӗ тул ҫутӑлать. — Ҫӑкӑр тени вырӑсла мӗнле пулать, ҫавна пӗлмест хӑй, «офицер, эрех ӗҫме укҫа пар!» теме вӗреннӗ те; маншӑн пулсан, тутарсем лайӑхрах пек: вӗсем хуть эрех ӗҫмеҫҫӗ… — Хӑш енчен? — Олеся, эсӗ халь ман пирки ырӑ мар шухӑшларӑн, — терӗм эпӗ кӳренӗҫлӗн. — Эсир ют ҫӗршывран килнӗ ҫын, эпӗ сире тав тӑватӑп, — терӗ Леноре, фрау Санина итлемесӗр. Колхоза пӗрремӗш вырӑна кӑларчӗ, пӗтӗм ялавсемпе парнесене ярса илчӗ, пурне те чапа кӑларчӗ… Амӑшӗ килте ывӑлне ҫула ӑсатса яма хурлансах хатӗрленет. — Пырӑр ман хыҫҫӑн, — хушрӗ вӑл чылаях хыттӑн. Пурне те пӗлесшӗн ҫунакан ученый чаплӑ ҫулҫӳревҫӗ те пулса тӑчӗ. Ҫирӗм пус пама хӗрхенет, пилӗк пусне пама вӑтанать… тухса кайма хушать вара… Икӗ сехет тӗлнелле Сен-Жеромпа Володя аяла анчӗҫ, Николай ман валли апат илсе килчӗ, эпӗ унпа хам мӗн туса хуни тата мана мӗн кӗтни пирки калаҫу пуҫарсан:— Эх, ырӑ ҫыннам, ан кулянӑр, ҫил вӗрет-вӗрет те хӑех чарӑнать, — терӗ вӑл. Каясси ҫинчен вӗсем малтанхи кун калаҫса татӑлнӑ пекех, ӑҫта каяссине хуньашшӗ пӗлнӗ пекех, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: — Тӑрӑр, атте, каяр. — Кам ӑнланман? Пуху уполномоченнӑйсем суйласа ларнӑ колхоз правленин составне ҫирӗплетрӗ. Эпӗ гранит чулӗ мӗнле ҫыхӑнса тӑнине пӑхкаласа пыратӑп. Мӗнле тӗлӗнмелле калаҫу пирӗн, тӗрӗс мар-и? Эпӗ ҫынсене ырӑ тунӑшӑн мана яланах усал тӑваҫҫӗ, мана кунта мар, лере кӑна тивӗҫлипе хаклӗҫ, — терӗ вӑл тӳпенелле кӑтартса. Ҫак асран кайми кун пурте кукамай пӳлӗмӗнче апатланаҫҫӗ, пурин пичӗ ҫинче те савӑнӑҫ ҫутӑлса тӑрать, апат вӑхӑтӗнче, пирожнӑй ҫинӗ чух, дворецки сӑпайлӑ-мӑнаҫлӑ тата ҫакӑнпа пӗрлех хаваслӑ сӑн-сӑпатпа салфеткӑпа чӗркенӗ шампански бутылкине илсе кӗрет. Пӗчӗкҫӗ чӳречинчен вут ҫути мӗлтлетни курӑнать. Кельнерсем, вӑл кӑтартса панипе, илсе тултарнӑ япаласене каретӑна вырнаҫтарса хучӗҫ, вӑл ларакан вырӑна пурҫӑн минтерсемпе, сумкӑсемпе, ҫыхӑсемпе тултарчӗҫ, ура патне апат-ҫимӗҫ чикнӗ ещӗк лартрӗҫ те ларкӑҫ ҫумне чемодан ҫыхса хучӗҫ. Астрономсем ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене авалхи грексем хунӑ ятсемпех калаҫҫӗ. Эпӗ, тӗттӗме каллех хӑнӑхас тесе, куҫсене хыттӑн хупса илтӗм. Вӑл тӑчӗ те каллех пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. «Эсир кучченеҫ хатӗрлӗр!» — кӑшкӑрчӗ вӑл. Витӗр касакан ҫилсем вӗрнӗ пирки тата питӗ ҫара пулнӑ пирки хӑюсӑр та ачаш кайӑксем ҫав чул ҫыран ҫинче пурӑнайман пулӗччӗҫ. Тинех ӗнтӗ ҫамрӑк капитана тахҫанах шутласа хунине пурнӑҫлама май килет: океан хӗрнелле пӗр-пӗр юханшыв юхӑмне май ишмелле. — Каялла тавӑрӑнас пулать, — тесе кӑшкӑрса ятӑм, — кратер ҫине тапаланса ҫитме турӑ вӑй-хал парсан, пирӗн Снеффельс вулканӗ патне каяс пулать! — Ку сана тӗлӗнтерет-и? Ҫынсем эрнене пилӗк е вунӑ кунлӑ тума пултарнӑ; талӑка вӗсем 10 е 40 сехете пайлама пултараҫҫӗ, вара кашни сехечех эпир халь шутлакан сехетрен вӑрӑмрах е кӗскерех пулать. Ромашов хӑмӑшсем ӑшӗнчен авӑса-авӑса тухрӗ. «Ыраттармарӗҫ-и сире, Иван Никифорович? Ҫак вӑхӑтра вӑл курах кайрӗ: пике тавра пухӑннӑ хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ тӗрлӗрен ҫимӗҫ чӗркенӗ ҫыхӑсемпе тӑраҫҫӗ-мӗн. Питех те нумай япала кӑларчӗҫ вӗсем, ҫавӑн пек йывӑр тиенӗ кимӗ епле майпа шыва путманнине эпӗ ку таранччен те ӑс ҫавӑрса ҫитерейместӗп. Широкогоровпа Чумандрин та хӑйсен бокалӗсене тултарчӗҫ. Каса-дель-Корвӑран форта каймалли ҫул ҫинелле пит тинкерсе пӑхать, унтан хӑйне валли е вилмелли приговор, е пурӑнмалли шанчӑк илсе килекене кӗтнӗ пекех пӑхать. Йывӑҫсем хушшинчен хӗвеланӑҫӗнче, таҫта инҫетре, йӑл та ял шевле выляни курӑнать. Сӑрт ҫине тӳрех хӑпарма ҫуккипе дикарьсем таркӑнсене сӑрт тавра ҫавӑрӑнакан сукмаксем тӑрӑх хӑвалама пуҫларӗҫ. «Пуҫлӑр, пуҫлӑр, пачӑшкӑ», — терӗм эпӗ нимӗн шухӑшламасӑрах. Тен, эпир ҫак тӗлӗнмелле шӑршӑ ӑҫтан пуҫланса кайнине нихӑҫан та пӗлеймӗпӗр. Вӑл Нелли питне курмасть, анчах лешӗ чылайччен нимӗн чӗнеймесӗр тӑнине кура, Лещинская нимӗн калама аптӑраса тӑнине сисрӗ вӑл. Вӑл тепӗр кунхине вилӗм батальонне кайнӑ тӑван мар атте ҫинчен пӗрре те ыйтмарӗ, анчах та пире — йӑмӑкпа иксӗмӗре — хӑйӗнчен пӗр утӑм та уйӑрмарӗ. Темиҫе минут иртет ҫакнашкал. Акӑ ӗнтӗ эпир кашӑксем тултарнӑ карҫинкка тавра явкаланатпӑр, кӗҫех Салли аппа килчӗ, Том вара кашӑксене шутлама тытӑнчӗ, вӗсене вӑл карҫинкка ҫумне иле-иле хурать; эпӗ пӗр кашӑкне ҫанӑ ӑшне чикрӗм. — Пӗлетӗр-и, Салли аппа, — тет хайхи Том, — кашӑксем тӑххӑр ҫеҫ пулнӑ-мӗн. — Николай Антоныч — терӗм ӑна хисеплес кӑмӑлӑмпа, — ҫакӑн пек кая юлса канӑҫӑра татнӑшӑн айӑп ан тӑвӑр-ха эсир мана. — Акӑ ҫурри. Ҫирӗм пилӗк фунт. Билль Галлей укҫине шутларӗ те, тавтапуҫ тесе каламасӑрах, кӗсьине персе чикрӗ. Папирусӗ унӑн пӗтнӗ, табакӗ те ак-ак пӗтет, ҫавӑнпа та вӑл ӑна перекетлет, чикарккине пӗчӗк те питӗ тирпейлӗ чӗркет, тӑватӑ-ултӑ хутчен лайӑх сӑвӑрса илмелӗх. Амӑшӗ ун еннелле пӑхкаласа сӗтел ҫине пуҫтарчӗ те, Николай аллинчи перо, хута хура сӑмахсен йӗркипе тултарса, чӗтренине курчӗ. — Ман упӑшка! — терӗ вӑл тата тепӗр хут. — Мӑшкӑл та иккен! Ну, калӑпӑр, шухӑш-ӗненӳ тӗлӗшпелен килӗшменни е мӗнле те пулин интрига пекки-и ҫавӑнта. Э? Кала! Француз — ҫын-им-ха вӑл? — Тепӗр майлӑ каласан, эсӗ арҫынпа хӗрарӑм хушшинче… — …пӗртанлӑх тӑвасшӑн… Тӳремлӗх ҫийӗн, тӳпере пӗлӗт шунӑ пек, сарлака мӗлкесем куҫса ҫӳреҫҫӗ, ӑнланмалла мар инҫетлӗхре вара, нумайччен тинкерсе пӑхас пулсан, темле тӗтреллӗ те арӑш-пирӗш сӑнарсем пӗр-пӗрин ҫине купаланса тӑнӑн туйӑнать… Кампа улӑштарчӗ-ха вӑл мана? Юханшыв леш енне каҫсан, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ, сулахай питҫӑмартипе ҫеҫ йӑл кулса, Марийкӑна хыҫалтан пӑхрӗ те малалла чуптарчӗ… (Михайлов ертсе пыракан ротӑра, тупӑран персе тӑнӑ пиркиех, ҫӗр каҫиччен 26 ҫын катӑлнӑ). — Эсӗ ӑна курнӑ пулсан, итленӗ пулӑттӑн-и? Ӗлӗкрех, лайӑхах астӑватӑп-ха, вӑл унпа кун пек калаҫма хӑймастчӗ. Ман пата улӑхрӗ вӑл, мӗскӗн, анчах кӑштах кая юлчӗ: вал юпаран ярса тытсанах, лешсем ун ҫийӗнчен ҫӗнӗ диагональ йӗмне те, ылттӑн тӳмеллӗ пиншакне те, аялти кӗпи-йӗмне те туртса антарчӗҫ. Ҫук, эпӗ кунта, шуйттан пӗлет-и, темшӗн ҫавӑрӑнса кӗнӗ. Кунпа пурте хаваслансах килӗшрӗҫ. Ҫавӑнпа та ку улшӑну, мана хӑратсах пӑрахман пулӗччӗ, е манӑн пуҫӑмра ҫав териех хӑратакан шухӑшсене вӑратман пулӗччӗ. Пиртен ҫӗлетнӗ кивӗ кӗпепе вӑл. Шалпар йӗмӗ ҫинче — саплӑксем. — Выртать вӑл, — терӗ амӑшӗ шухӑшлӑн, — хӑй темрен тӗлӗннӗ пек курӑнать, — сӑнӗ ҫавӑн пек унӑн. Вӑл, тивӗҫлипех ӗнтӗ, Кирила Петровичӑн ҫак питӗ чаплӑ заведенине ӑмсанмасӑр тӑрайман. Сывлӑшра темӗн пысӑкӑш пӑхӑр труба юрланӑ пек, унӑн юрри ҫынсене вӑратнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл пӗр кӑкӑр та ҫапӑҫӑва тухма хатӗр тӑрас кӑмӑл, тепринче уҫӑлсах ҫитмен савӑнӑҫ, темле ҫӗнӗ япала пулассине шанас кӑмӑл ҫуратрӗ, лере — пӑлханчӑк шанчӑксене хускатса ҫӗклерӗ кунта — нумай ҫулсем хушши пухӑнса пынӑ тарӑхӑвӑн хаяр юхӑмне ирӗке тухса кайма ҫул уҫса пачӗ. — Сире кӗтет, — терӗ портье. — Ашкӑнать вӑл. Конституци проекчӗ ҫине ют патшалӑхсенчи буржуаллӑ пичет мӗнле пӑхни ҫинчен пыракан ыйтура, паллах, хӑш-пӗртак интерес пурах. — Пӗлместӗп, пачка, — терӗ хӗрарӑм такӑнкаласа, вӑтаннипе вӑл ҫӗрелле пӑхрӗ. Унтан сасартӑк тем аса илнӗ пек пулса сиксе тӑчӗ, хӑйне вӑрҫса илчӗ те, Алексее сӗтел патнелле туртса кайрӗ. Тухса каяс умӗн эпӗ ӑна: «Эсӗ унтан хохол чӗппи тупса кил хуть», — терӗм. — Шалый тытӑнчӑклӑн хиклетсе илчӗ те калавне ҫапла пӗтерчӗ: — Мана вӑл тӑм пуҫ, тесе ятласа тӑкрӗ, турӑшсем умӗнче кӗлтурӗ те кайрӗ. Мӗн, ҫапла мар тетӗн-им?.. — Вырӑссем пирӗнне музыкӑна ҫеҫ йышӑнаҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл, салхуллӑн кулма хӑйса. — Тавтапуҫ… Лукичпа ҫыхлансан ҫапла вӑл. Вӑл часах калава йеркеллӗн итлесе пыма ывӑнчӗ те хӑнасем ҫине пӑхса сӑнама тытӑнчӗ, — ӑна ывӑлӗ те, хӑнисем те сисмерӗҫ. — Ах, епле манӑн халех борт ҫинче пулас килет! — тесе ячӗ Гленарван. Манӑн лаша ҫав тӗрлех ывӑнса ҫитмен, ҫавӑнпа эпӗ Талькавпа пӗрле малалла каятӑп. «Каях ҫӑва патне хӑвӑн юррупа! — хытах ҫиленсе кӑшкӑрчӗ Вакула. Мана асӑрхӗҫ. Куратӑр-и… Батарея командирӗ вӑл пуҫ тайнине хирӗҫ пӗр хавассӑр ответлерӗ те, ал тытмасӑрах, ӑна ларма сӗнчӗ. Эсир ман шухӑша пӗлес тетӗр пулсан, эпӗ ҫакна калатӑп, сквайр пире хӑналаса питӗ те кӑмӑллӑ ӗҫ турӗ. Ӑна чысласа «ура» кӑшкӑрма сӗнетӗп, — терӗ вӑл. — Питӗ маттурскерсем! Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫеҫ ним чӗнмесӗр тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ халӑх хытӑ кӑшкӑрса йӗре пуҫларӗ. — Епле апла! — терӗм эпӗ, — нивушлӗ эпир авалхи тинӗссенче пурӑннӑ чӗрчунсенчен пӗрне тытрӑмӑр вара? — Апла эсӗ, эпӗ государь Петр Федорович иккенне ӗненместӗн? Ӑна пиратсем тыткӑна ҫавӑрса илеҫҫӗ. — Ара, тӳре килмесӗр! Ҫакӑнта вӑл хреснашшӗн маттур алли пуррине туйнӑ, — старик ӑна хӑйӗн ҫулӗ ҫине пӑрса кӗртесшӗн ҫапла хӗстернине сиснӗ. Темле майпа эпӗ ӗнсене хуҫмарӑм — ӑнкараймастӑп; аялта эпир сылтӑмалла пӑрӑнтӑмӑр, унтан хам пӗлнӗ ҫулпала утрӑмӑр. Часовойсем пур пулин те, гауптвахтӑн алӑкне пӗрмаях ҫынсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, ӑсран тухнӑ ҫын аташнине сӗмсӗрӗн итлесе тӑраҫҫӗ. — Ҫӗрле такам чикӗ урлӑ каҫнӑ, — терӗ мӑкӑртатса комбат. Вӑл шӑпах хупаха хирӗҫри сӑртра пулса тӑчӗ, хупах хуҫи Бяла Черкваран пынӑ пӑлхар ҫынниччӗ. Эх, хыҫӑттӑмӑр та эпир вӑл «рихтгофенсене»! — шавлӑн калаҫса ларчӗ Петров столовӑйра, ирхи апата васкавлӑн ҫисе. Хӑй ҫав вӑхӑтрах уҫӑ чӳрече витӗр пӑха-пӑха илчӗ, — унта официантка Рая хирти чечексенчен букетсем туса, вӗсене пурӑпа тасатса ҫутатнӑ снаряд гильзисем ӑшне лартнӑ. Анчах ҫав шуйттан ухмахӗ ҫине эпӗ ҫиллентӗм вара. Тепӗр чух, чӑн-чӑн ҫӗкленӳ тапса тӑракан лайӑх-лайӑх кӗнеке вулама тивӗҫсен: «Турӑҫӑм, ку вӗт ытла та ансат, эпӗ хам та ҫаплах шутланӑ, туйнӑ. Мӗнпур пулас инкексене пирваях курса тӑмашкӑн ҫук, ҫавӑн пек чухне вара тупӑ пурри пӗрре те кансӗрлемест, вӑл, кирлӗ пулсан, сакӑр кӗрепенкеллӗ етрене тӑватӑ миль ытлашшипех кӗрӗслеттерсе ярать. Карл Иваныч халатне хывать; хулӗ тӗлне хӑпартлантарса пӗрӗм-пӗрӗм ҫӗленӗ кӑвак фрак тӑхӑнать, тӗкӗр умӗнче хӑйӗн галстукне тӳрлетет те пире аяла — аннене сывлӑх сунма ертсе каять. Ревком заседанийӗ. — Давыдов Андрейӗн тарӑхнипе тем тума та хатӗр сӑн-пичӗ ҫине шиклӗн тинкерсе пӑхрӗ. Сан аҫу ӗҫре ӑслӑ, ӑста пулнӑ, эсӗ — ӑс-хакӑл, кӑмӑл ҫынни, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын… Тахӑшӗ ҫирӗппӗн аллипе калиткене тӗкрӗ. Эпир вӗсене туртса илетпӗр те аэродрома илсе каятпӑр. Взводнӑй Цыгарченко гранатӑна туртса илчӗ. Козак мухтавлӑхне ҫапӑҫса илме вӑхӑт!» — Панталеоне хулпуҫҫийӗсене йӗрӗнчӗклӗн сиктерсе илчӗ — мӗнле пулсан та ман сире тав тумалла, — эпӗ халь пӗчӗк ҫын пулсан та, эсир мана йӗркеллӗ ҫын вырӑннех — un galant' uomo — хуратӑр, — терӗ вӑл юлашкинчен улшӑннӑ сасӑпа. Хреснаҫу патӗнче пурӑнса, хӑвах ҫавӑн пек ӑҫти-ҫуксене курса тӑраннӑ ӗнтӗ: тӗрлӗрен иртен-ҫӳренсем, тӑранса пурӑнакансем, мӗскӗнсем… тӗрлӗрен ҫӗлен-калтасем… — Кардинал вара мӗнле? Хапха патӗнчи хуралҫа салтаксем пире чарчӗҫ те паспорт ыйтрӗҫ. Синопа макӑрса янӑ. — Юрӗ, — терӗ майор, — анчах ӑнкараймастӑп-ха, чӑнах, мӗн пирки те мӗнле майпа тавлашӑва татас тетӗр вара эсир?.. — Пирӗн пата никам та ҫӳремест, хуҫи ялта ҫук, арӑмне больницӑна илсе кайрӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ управляющи пек пулса юлтӑм. Дик Сэнд шӑтӑк тума вырӑн суйласа илчӗ те винтовка шомполне ҫавӑрма пуҫларӗ. Ҫынсен хушшипе асӑрхануллӑн иртсе те пуҫне ухакан Таранчика аран чаркаласа пынӑ май, эпӗ, паллах, хама пур енчен те ҫӳҫенмесӗр-именмесӗр, кӑсӑкланса та тӑшманла пӑхса ӑсатнине курмасӑр тӑма пултараймарӑм. — Лашана ҫӑварлӑхлӑр-ха, — терӗ ҫулҫӳревҫӗ. Анчах пиллӗкӗшӗ текех ӗмӗрте те чупаймӗҫ! Кун пек пурнӑҫра юратакан ҫамрӑк ҫынсем — парникри хӑярсем пекех. Анчах унӑн, Иван Никифорович, замокӗ пӑсӑлнӑ». — Давыдов юлташ, ҫак ҫын ҫине сӑнарах пӑхӑр-ха эсир. — Сӑмах парӑр-ха, — тесе ыйтрӗ тӑлӑх хӗрарӑм Екатерина Гулящая. Вӑл пӗр хускалмасӑр месерле выртнӑ хушӑра, чирлӗ кашкӑр хӑйкӑлтатса сывланине, тата вӑл сасӑ хӑй патне ерипен ҫывхарсах пынине те илтсе выртрӗ. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем тата Гремячири колхозӑн виҫӗ бригади те шуҫӑмпах хире тухса кайрӗҫ. Ытах эсир ӑна полицие леҫме кунӑҫмастӑр пулсан, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвӑр эппин. Вӑл пур енчен те курӑнать, хӑйӗн ҫумӗпе иртекен хумсене тӳрех куҫран пӑхать. Чӑннипе каласан, кунта ун пек марччӗ вара. Часах тата кунтах нимӗҫсен вуникӗ йывӑр повозки, брезентсемпе витнӗскерсем, килсе ҫитрӗҫ, — вӗсене вӑрман ҫулӗ ҫинче тытса чарнӑ иккен. Вӗсем патӗнче атте сехетрен ытла пулмарӗ, анчах унтан тухсанах хулана кайрӗ те киле каҫ пулас умӗн тин таврӑнчӗ. Ҫавӑн пек кӑшкӑрнинчен хӑранӑ пек, юланут хӑй лашине хыттӑн каялла пӑрса янӑ. Хӗвелтухӑҫӗнче, карапран пӗр тӑватӑ мильӑра, чылаях лутра ҫыран курӑнчӗ — аякран халлӗхе ҫапла курӑнчӗ. Ҫак килӗшӳсӗр ӗҫ ҫине пӑхса тӑракан Петлюра пуҫне урӑх еннелле ҫавӑрчӗ те, колонна иртсе пӗтессе кӗтмесӗрех, автомобиль еннелле утрӗ. Ҫылӑха ҫеҫ кӗретӗн, ӗҫсе кӳпӗнетӗн. Вӑл кӑштах кӗтсе пурӑнма шут турӗ те, иккӗшин патне те: лайӑх пурӑнатӑп, лӑпкӑ участока куҫарчӗҫ, тесе ҫырса ячӗ. Адрес улшӑннине тӳрре кӑларма, ку ӗненмеллерех пултар тесе, халӗ тылри чаҫре служить тӑватӑп, специальнӑй задание пурнӑҫлатӑп, пур енчен пӑхсан та кунта нумайччен пурӑнас пек курӑнать, тесе ҫырчӗ. Ҫав хушӑра хӑй ҫӗнтернине кура сатурланнӑ арӑм, каганецне ҫӗре лартса, михӗ анине салтрӗ те ун ӑшне пӑхрӗ. — Апла эсир вӑл ӑҫтине пӗлместӗр? Вӑл ҫирӗм тӑватӑ ҫул хушши ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутран вунҫичӗ ҫулне Китайра пурӑнса ирттернӗ, ҫичӗ ҫулӗ унӑн Италирен Китая кайса тата Китайран Италие каялла таврӑнса иртнӗ. Аманнӑ ҫын? Запорожецсем ҫине тӑрсах ҫӗр вал ҫине хӑпарса кайрӗҫ, анчах лешсем вӗсене картечпа вӑйлӑн пӗрсе кӗтсе илчӗҫ. Вӑл манран: упӑте ытамӗнче выртнӑ чухне пуҫна мӗнле шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, упӑте хӑналанӑ апат тата вӑл апат ҫитернӗ май кӑмӑла епле кайрӗ, ҫурт ҫинчи уҫӑ сывлӑш апат ытларах анакан турӗ-и? — тесе ыйтрӗ. Мӗнле пысӑк ответлӑх! Вӑл хӑйӗн симӗс вырӑнӗ ҫинчен вӑрт-варт сиксе тӑрать те прери тӑрӑх вӗҫтере парать. Унтан чарӑнса тӑрать, каялла ҫаврӑнса пӑхать, — кам-ха ӑна ҫӗрле канса выртнӑ ҫӗртен чӑрмантарать? Тӗнче кулӑшӗ ҫав! — Мӗн тума? Ҫак порошока вӗсем анчах сӳнӗ чӗр тиртен ҫӗленӗ михӗ ӑшне тултарнӑ, шӑтӑкӗсене вара ҫирӗп ҫӗлесе лартнӑ. Темӗншӗн тата хам телейсӗр пулнине пӗлнипе хӗпӗртерӗм, хам телейсӗр пулнин туйӑмне вӑратма тӑрӑшрӑм, ҫак мӑнкӑмӑллӑ туйӑм манӑн чӑн-чӑн хуйха хупласа хучӗ. Ҫӑпата! Паровоз машинистчӗ Гладыш хваттерӗнче шавлӑ, ҫынсем нумай, ҫитӗннисем, ҫамрӑксене кансӗрлес мар тесе, иккӗмӗш пӳлӗме куҫрӗҫ, малти пысӑк пӳлӗме тата пӗчӗк сада тухакан веранда ҫине каччӑсемпе хӗрсем, пӗр вунпилӗк ҫын пулӗ, пухӑнчӗҫ. — Ку юрать! — килӗшнӗ Фома. Пӗрре вӗсем шӗвӗрленсе тӑракан ту тӑррине хӑпарса каяҫҫӗ, е тата куҫпа пӑхса илме хӑрушӑ авӑрсенчен каҫса каймалла пулать. — Ху мӗншӗн сӑхсӑхрӑн, тет лешӗ, сан сӑхсӑхмалла марччӗ, пирӗн иксӗмӗрӗн ӗмӗрӗпех пӗрле хавасланса пурӑнмаллаччӗ. Валахина манран тӑвансем ҫинчен, пичче ҫинчен, атте ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, унтан хӑйӗн хуйхине — упӑшкасӑр тӑрса юлнине каласа пачӗ, юлашкинчен, манпа урӑх ним ҫинчен те калаҫма ҫуккине туйса, «Эхер эсӗ халь тӑрса пуҫ тайса тухса кайсан, питӗ лайӑх тӑватӑн, савнӑ чунӑм» тенӗ пек, ман ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ, анчах манпа тӗлӗнмелле пулса тухрӗ. — Юрӗ, мӗн те пулин шутласа тупӑпӑр. Ытла ирсӗр вӑл, ун патӗнчен иртсе каймассерен, пурте ун ҫине сура-сура хӑвараҫҫӗ; хӗрарӑмсем вара, алӑри ачи макӑрма тытӑнсанах, ӑна ҫав картина патне илсе пыраҫҫӗ те: пӑх ав, мӗнле ӳкерсе хунӑ! — теҫҫӗ, ачи вара, куҫҫульне чарсах, картина ҫине хӑяккӑн пӑхса, амӑш кӑкри ҫумне лӑпчӑнать. Хула хӗрринчи ытарайми ҫаран ҫинче пӗр ешӗл йывӑҫ хӳттинче пӗр кил-йыш ларать. Ҫук, ҫук, пач та кирлӗ марччӗ! — Ҫапла ҫав. Эпӗ пӳрт тӑррисем ҫийӗпех вӗҫсе иртрӗм, хӑратмалла перкелесе те илтӗм кӑштах. — Чиперккеҫӗм, — терӗм эпӗ, ӑна ҫупӑрласа тата сӑмсинчен чуптуса, — каятпӑр эпир паян. — Калама та ҫук хытӑ чирленӗ. Унтан вӑл лашине ҫапрӗ те, ун хыҫҫӑн ҫӗр урапаран тӑракан табор тапранса кайрӗ. Кунтах юланутлӑ козаксемпе ҫуран ҫынсем те сахал мар пыраҫҫӗ. Тарас, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна, юлакансене куҫпа хӑратрӗ, — ун куҫӗсем тарӑху вучӗпе ҫунса тӑчӗҫ. Никам та вӗсене чарма хӑймарӗ. — Халь эсир куланай тӳлесе пурӑнатӑр-и? Савӑннипе Володя ним тума пӗлмест. Башкирец алӑк урати урлӑ аран-аран каҫрӗ (унӑн урисене колодка тӑхӑнтарнӑ пулнӑ), вӑрӑм ҫӗлӗкне хывса, алӑк патне тӑчӗ. — Юрату та пӗрлештерекен сӑмах; анчах халь эсӗ хыпса ҫунса кӗтекен юрату евӗрли мар: юрату — киленӳ мар, пуҫа хума хатӗр пулса юратни. Кун пирки мӗн калама пултаратӑн эсӗ? Ҫапла шухӑшларӑм та эпӗ. «Паян клубра ӗҫ ҫамрӑкӗсен уҫӑ пухӑвӗ пулать. Анчах халь тӳпере те, ҫӗр ҫинче те пӑч тӗттӗм, шуйттанпа тухатмӑш хушшинче мӗн-мӗн пулса иртнине те тек курма ҫук ӗнтӗ. Вара илетӗп… — терӗ Гаврила хӑраса. Самантлӑха ӑҫтан-тӑр ӑшӑпа ӗрӗм шӑрши ҫапрӗ, пуҫ ҫийӗпе тӗттӗм пысӑк турат сӑтӑрӑнса чӑштӑртатрӗ, вара ҫавӑнтах, кивӗ нӳхреп сывланӑ евӗр, нӳрлӗ сивӗ вӗрсе ячӗ. Йытӑ та хӑйне ачашланине юратать, ҫын — тата ытларах! Хӗвелпе Юпитер Ҫӗртен пӗр еннелле пулсан, туртӑм вӑйӗ тата ытларах ӳсет: Ҫӗре хӑй ҫумне туртса тӑма Юпитер Хӗвеле самаях пулӑшать. Аллисем типшӗм, вӑрӑм пӳрнеллӗ, кашни кунах вӑл таса кӗпепе чӑлт-шурӑ пир костюм тӑхӑнать. Вырсарникунсенче пӑхӑр тӳмеллӗ кӑвак фракпа ҫӳрет. — Выртнӑ ӗнтӗ, господин. Малтанах вӑл ҫав тери хӗрсе, хӑйне шывпа ислете-ислете ӗҫлеме пуҫланӑччӗ, анчах шывне ытла ҫывӑха тӑкнӑ пирки, унӑн шывӗ каялла юхса кӗре пуҫларӗ. Мӑйӑхне сӑрлать вӑл. — Ну, лар-ха, лар, ӑҫта васкан? Пӗчӗк Синопа вӑраннӑ та, пӑшал пенӗ сасса, кӑшкӑрнисене илтнӗ хыҫҫӑн макӑрма тытӑннӑ, анчах амӑшӗ ҫав самантрах ӑна лӑплантарнӑ. Озеров Юргина палласа илчӗ. — Эсӗ мӗскер вара, земляк? — ыйтрӗ вӑл. Сывлӑхсӑррисенчен сахал пулнӑ-и питӗ лайӑх ҫынсем, лайӑх работниксем? Лайӑхрах, майлӑрах вырӑн суйласа илӗҫ те ак, хире-хирӗҫ тӑрӗҫ, ҫавӑнта пӗтерсе тӑкаҫҫӗ те ак вӑл эсрел пуҫӗсене! Ӗненместӗн пулсан — куҫран сур вара мана ун чух, кинӗм! Андрюша таврӑнсан… Айтӑрух, кинӗм, шарфне мӗнле? Хӑй тӑван ҫӗршывне кайса килни ҫинчен ҫынсене калама юратмасть Инсаров, анчах Болгари ҫинчен кирек кампа та савӑнсах калаҫать. — «Ла филь ком се тре бье чун кантарма, тетӗп-ха улпута», — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Ҫынсем шухӑшлама вӗренсе ҫитчӗр анчах, вара вӗсем чӑнлӑх патне шухӑшласа ҫитеҫҫӗ. Акӑ кунта юлашкисем те пур, эсир куратӑр: вӗсене туртсах пӗтернӗ. — Чипер-и, тӑмана? Ещӗкӗ пур енчен те хупӑччӗ; мана тухса кӗме пӗчӗк алӑк тата сывлӑш кӗме ещӗк стенкисене шӑтарса темиҫе шӑтӑк тунӑччӗ. Пӑрахут ҫийӗ паровой машина кӗрлесе ӗҫленипе чӗтӗресе тӑрать. Эпир пӑрахут ҫинчи пӗртен-пӗр каютӑра, пӗр-пӗрин тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан икӗ койка ҫине кӗрсе вырнаҫрӑмӑр. Перчетке мыскари, япӑх пӗтме те пултарнӑскер, яланах чи хӑрушла туйӑннӑ йышра — хӑна пӳлӗмӗнче — мана хӑюлӑха вӗрентсе, пысӑк усӑ кӳчӗ; халӗ ӗнтӗ эпӗ залра нимӗн чухлӗ те именмерӗм. Чӑнах та, ир тӗлне икӗ мортиркӑна пеме юрӑхлах юсаса ҫитернӗ пулнӑ. Шывӗ сӑмала пек йӑлкӑшса выртать. Юлташсем мана юрататчӗҫ, кашни минутра тенӗ пек улшӑнакан полк командирӗсем ман ҫине ӗмӗртен пыран усал ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ. — Мӗнешкел хӑюллӑ та мӗнешкел тӗлӗнмелле вӑхӑт пулнӑ ҫакӑ! Ҫав минута эпӗ халь те астӑватӑп, мӗншӗн тесен ҫав минутра эпӗ ӑна татах килсе кай темесен те пултарнӑ, вара нимӗн те пулман пулӗччӗ. Антон Пафнутьич урӑх шарламарӗ — эрех пӑсӗсем тата ывӑнса ҫитни ерипен-ерипенех ун шиклӗхне сӗвӗртсе ячӗҫ — тӗлӗрме пуҫларӗ вӑл, часах туйми ыйӑха та путрӗ. Вӗлеретӗп те ак ӑна — хӗрарӑм телейсӗр пулать, ирӗке ярсан — ӗмӗрлӗхех телейлӗ пулать». Ҫул сасартӑк хыр вӑрманнелле пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, Никита ҫаврӑнса пӑхрӗ, — Тихон ҫӗлӗкне хулхушшине хӗстернӗ те, ҫулпа никама та ирттерсе ярасшӑн пулман пек, ҫул варринче кӗреҫе ҫине таянса тӑрать; ирхи йӑваш ҫил, хуллен вӗрсе, унӑн илемсӗр пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫӗсене вӗлкӗштерет. Тепӗр ҫур сехетрен унӑн ҫакна курма тӳрӗ килчӗ: Марина хӑй урапин туртисем хушшине кӳлӗннӗ те, пӗрремӗш бригада картишӗнчен илсе тухнӑ сӳрипе плугне ҫӑмӑллӑнах туртса каять. — Эпӗ юратмастӑп. Илемлӗ хӗрачана кура, ман куҫ-пуҫ шарса кайрӗ. Старик куҫне хӗссе илчӗ те ҫамрӑк ҫынна чавсипе карт! тӗртрӗ. Гусев ҫаплипех ларать, мӑйӑхне ҫырткалать. Конституци вӑл халиччен кӗрешсе ҫӗнтерсе илнисене регистрациленипе саккунласа ҫирӗплетни пулать. Ҫемьи пит юхӑнчӑка тухнӑ. Пӗччен юлсан, Весовщиков ҫаврӑнса тӑчӗ, йывӑр атӑллӑ урине малалла тӑсрӗ, пӗшкӗнсе, хулӑн ура хырӑмне хыпашларӗ. Ӗнтӗ мӗнле пулсан та халӗ мана Ленинграда вӗҫме никам та кансӗрлеместчӗ, унта арӑма шырама, вӑл ӗмӗрлӗхех ҫухалнипе ҫухалманнине тӗрӗс пӗлме никам та ним чухлӗ те кансӗрлеместчӗ-ха. Председатель, хирӗҫӳ мӗнле пулса иртни ҫинчен калама, Корчагина сӑмах пачӗ. Вара эпир океан хӗррине Негоро Моссамедиша таврӑниччен маларах ҫитӗпӗр. Хӗрӗм манӑн хӗрелсе кайрӗ те кулса ячӗ. (Хӗрарӑм пысӑках мар, тусанлӑ урисемпе пускаларӗ, унтан ассӑн сывларӗ те пуҫне пӗкрӗ.) Ахальтен мар Алексей вӗсене темиҫешер хут вуланӑ, кӑштах вӑхӑт иртсен, вӗсене татах та татах тыта-тыта вуласа, ҫак ӑнланмаллах ҫырнӑ сӑмахсенче вӑл урӑхла, хӑй те питех ӑнланса ҫитеймен, савӑнтаракан, пытанса тӑракан шухӑшсене шыранӑ. Сӗтел тӗлӗнче лампа ялкӑшса тӑрать. Ҫук! Пурте пӗр тан ӑслӑ пулнӑ пулсассӑн, анчах апла мар-ҫке-ха… Вӑл чиркӳ историне пӗлнинчен эпӗ калама ҫук тӗлӗнеттӗм, вӑл ачаш аллипеле хӑй сухалне тӗрткелесе мухтанатчӗ: — Эпӗ ҫав ӗҫре — генерал; эпӗ усал ученый никониансемпе, пупсемпе те светский ҫынсемпе сӑмахпа тавлашмашкӑн Мускава, Троицӑна кайса ҫӳренӗ; эпӗ, ачам, профессорсемпе те сӑмахласа хӑтланнӑ, ия! Тар ешчӗкӗ аслатиллӗ ҫӑмха евӗрлӗ ҫиҫӗмрен ҫӑлӑнса юлнӑ, ӑна пула эпир кӑштах вутлӑ ҫиҫӗмпе пӗрле сывлӑшалла сирпӗнсе каймарӑмӑр. Йӗркене пӑсаканнине вара пушӑпа хӗртнӗ, унӑн пӑшалне ҫӗмӗрнӗ, тепӗр чухне унӑн вигвамне тата пурлӑхне ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, лашисене вӗлернӗ. Ҫак вырӑн ҫывӑхӗнче эпӗ Бен Ганнпа тӗл пулнӑччӗ. Ҫакна Разметнов пӗлет, ҫавӑнпа вӑл пит-куҫне тӗксӗмлетрӗ, аллине сыхлануллӑн та шиклӗн малалла тӑсрӗ. Вӗсем ҫинелле каҫ тӗттӗмӗ капланса аннӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра ӑна Огнянов пулӑшрӗ: — Райна, пирӗн саспаллисене чи малтан кам ҫырнӑ? * * * Икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫамрӑк каччӑ. Эпир ку хыпар пирки мӗн шухӑшларӑмӑр Ҫакна килти ҫынсем пурте атте хӑй пӗлтериччен пӗр кун маларах пӗлчӗҫ, ҫак ӗҫ пирки тӗрлӗрен калаҫрӗҫ. Лиза унран вӗҫерӗнсе кайма хӑтланнӑ… Анчах ҫухине плис тытнӑ сюртук тӑхӑннӑ ҫын хӑйӗн юлташӗсем алхасни ҫине ҫавӑрӑнса та пӑхмасть, хӑйӗн сӑн-сӑпатне те нимӗн чухлӗ те улӑштармасть. Пӑванӑн каллех йӗкӗлтесе куласси килчӗ. Пӑхатпӑр — атте ҫуран килет, хул пуҫҫи ҫинче йӗнер йӑтса пырать. Кӗлӗ ҫаплах малалла пырать. Лаҫӗ ҫурчӗпе юнашарах ларатчӗ, ҫил вара ҫав ҫӗр вӑйлӑччӗ, ҫитменнине тата лаҫ енчен тӳрех ҫурт енне вӗретчӗ, ҫапла вара ҫурт та ҫунма пуҫларӗ. Люба ҫав тери ахӑлти, тепӗр чухне каҫса кайсах кулать, аллисемпе хӑлаҫланать, пӳлӗм тӑрӑх чупать; Темиҫе хут вӗркелесе шӑхличӗ сассине тӗрӗсленӗ те вӑл, савӑнӑҫлӑн пуҫне сӗлтнӗ, ӳсӗрсе илнӗ, васкасах хӑйӗн вырӑнӗ айне, ҫын курмалла мар ҫӗре, пытарса хунӑ. Ҫынсем выльӑх пуснине курсан, халлӗхе никама та судпа айӑплас мар, ӑнлантарса панин тупсӑмне кӗтсе пӑхас, терӗҫ. Зеленова унӑн блузин ҫаннине ярса тытрӗ те ҫула пӳлчӗ. Вӑл татах шыва сикнӗ, нумайччен ишсе ҫӳренӗ. Эпӗ ҫыран хӗрринчен ишсе кайнӑ чухне профессор ҫак тинӗсӗн тӑрӑшшӗ виҫӗ ҫӗр километр тесе шутлани ҫинчен аса илтӗм. — Мӗн пулма пултартӑр-ха тата? Уйӑх тӗттӗмлентӗр тесен, Хӗвел, Ҫӗр, Уйӑх пӗр тӳрӗ йӗр тӗлне килмелле, Ҫӗр Хӗвелпе Уйӑх хушшинче пулмалла. Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ ҫӗнтерӳ пек урӑх нимӗн те пуҫа ҫавӑрмасть. — Сударыня, а манӑн мисси?.. Тӗлӗкре мар-ши ку? Эпӗ тӳп-тӳрех утрӑм, часах пӗр пӳрт вырӑнӗ пысӑкӑш пӗчӗкҫеҫ уҫланка пырса тухрӑм, ӑна пур енчен те явӑнса ӳсекен хӑва сырса илнӗ, сасартӑк курах кайрӑм — ҫӗрте пӗр ҫын ҫывӑрать, ӗненетӗр-и, ӗненместӗр-и, ку вӑл манӑн Джим пулчӗ! Унта пурте тулли, уҫӑмлӑ, хӑйпе хӑй киленет, тесшӗн эпӗ, — эпир ҫакна ӑнланатпӑр та ун ҫине юратса пӑхатпӑр, ҫав вӑхӑтрах вӑл, тепӗр тесен, — ман ӑшчикре, яланах темле канӑҫсӑрлӑх, темле шиклӗх тата салхулӑх вӑратать. Пуҫӗнче симӗс «керенка», «керенка» ҫинче виҫӗ юнлӑ кокарда. Лере, сывлӑшра, халь-и, кӑшт тӑхтарахпа-и, пурӗпӗр тӑшман тӗл пулатех. Пӑрах, тетӗп, ан алхас! — кӑшкӑрашать вӑл ахӑлтатса; хӑй хӗрсе кайнӑ Цимбалран чылай аякра тӑрать, лешӗ вара, пуртипе сулла-сулла, ҫапла калать: — Ак, сана, йытӑ! Унӑн кӗлетки мана кӗрнеклӗн туйӑнса кайрӗ. — Азэре. Инкеке, ун чухне Францире революци пуҫланнӑ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ҫак ҫӗршывра вилме те хатӗр. Хӗр алӑка уҫҫипе пӑрса уҫрӗ. Тепӗр самантран хӗвелӗн хӑюсӑр пайӑрки ҫул ҫинчи шыв кӳлленчӗкӗсенче, ала витӗр тӑкӑннӑ пек тӳрӗ ҫӑвакан вӗтӗ ҫумӑр ярӑмӗсенче, ҫул хӗрринчи ҫӑвӑнса тасалнӑ симӗс курӑк ҫинче йӑлтӑртатса выляма тытӑнчӗ. — Джемма калама хӑйман пӗр сӑмах пулнӑ… Вӑл нихӑҫан та каялла таврӑнас ҫук ӗнтӗ! Акӑ вӗсем сарӑ ҫунаттисемпе ҫиҫкӗнчӗҫ те тӳпенелле вӗҫсе улӑхрӗҫ, унтан каялла ҫаврӑнчӗҫ. Тахҫанах ҫитесшӗнччӗ-ха эп ун патне! Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Хорь урине ҫӗклет те Калиныча мамонт тирӗнчен ҫӗленӗ пек хӑйӗн аттине кӑтартать. Лях ҫавӑнтах хӑйӗн лашине ҫавӑрса ӑна хирӗҫ питпе тӑрасшӑн пулчӗ, анчах лаши итлемерӗ: хыттӑн кӑшкӑрнипе хӑраса ӳкнӗскер айӑккинелле сиксе ӳкрӗ. Малтан эпир хамӑр ӑҫта тӑнине пӗлер. Анчах вӑл пӗтӗмпех тӑнлӑ пулнӑ пулсан, ун куҫӗ умне тата хӑрушӑрах япала пырса тухнӑ пулӗччӗ. Атьӑр кайса пухатпӑр. Сывлӑшра самайчченех хурлӑн чӗтресе те хумханса тӑнӑ вӑл, ҫапма чарӑнсан та-ха, ун вӑйкӑнакан ахрӑмӗсем чылайчченех янласа ҫӳренӗ. — Джемма фрейлейн… — пуҫларӗ вӑл пӗр самант иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн. Тата утине те халь сутас-тӑк, сиен курасси ҫеҫ пулӗ, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр…» тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна. — Вутӑ ҫурать пулас. Эсир халӗ ҫеҫ эпӗ хӑравҫӑ пулса тӑтӑм, тесе каларӑр. — Мӗскӗн йӑмӑкӑм! — терӗ Роберт. Ман шутпа — ухмах вӑл. — Ну, кӳренме питех юратмастчӗ вӑл. Пурӑнасса та патша ӑсӗпе мар, хӑйӗн ӑсӗпе пурӑнатчӗ. Темскер сирӗн ыйӑха татса кайнӑ пулас. Петька ӗненмесӗр сӑмсине шӑнкӑртса илчӗ. Ҫакӑнтан кайран пӗр виҫ-тӑват кунтан темле праҫник пулчӗ, эпир кӑнтӑрлаччен ҫеҫ сут турӑмӑр, апат килте ҫирӗмӗр, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хуҫасем ҫывӑрма выртсан, Саша вӑрттӑн:— Атя! — терӗ мана. Вӑл тата тем ҫатӑртатрӗ — илтсех юлаймарӑм. — Ку — экспедици. Нимӗн те кирлӗ мар, эсир мана пиччепе юнашар вырттарӑр, ман унпа пӗрле вилес килет, тейӗп эпӗ. Ҫав вӑхӑтра Курнатовский килсе кӗчӗ. Аплах пулас ҫук!» — тенӗ шухӑш вӗҫсе илнӗ пуҫӗнче. Сӑмах вӗҫне Давыдов илтсе юлаймарӗ: каллех пусса килнӗ ыйӑх унӑн пуҫне сывлӑмпа йӗпеннӗ кӗрӗк ҫине тайӑлтарчӗ, мӗнпурне мантарса лӑплантарчӗ. Вӗсем темиҫе утӑм ярса пусрӗҫ. Вӑл эпӗ ҫывӑрса тӑричченех тухса каятчӗ. — Тӳпе ывӑлӗсем мӗн тӑваҫҫӗ? Эсӗ лӳнчешке ҫын евӗрлӗ калаҫатӑн, нимӗнле ҫирӗплӗх те ҫук пек санӑн. Эпӗ пит хӑраса ӳкрӗм, анчах ҫапах та чӳречерен пӑхма хӑйрӑм. Сулӑ ҫине чи малтанах апат-ҫимӗҫсене Окленда ҫитмелӗх хатӗрлесе тиерӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав нимӗн те ӳсмен ҫӗрӗн ҫимӗҫӗсемпе савӑнасса шутламалли те ҫук. Чӑнах та ҫав, эпӗ каланӑ пек, лайӑх сӑмах — кӗмӗл, анчах чӗнменни — ылтӑн. Тупӑкҫӑ выртакан вырӑн ҫине хӗвел ӳкнӗренпе чылайах вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Ку вӑл — сентябрӗн 25-мӗшӗ, 1930 ҫул — «аслӑ кун» пулса тӑчӗ. Концерт хыҫҫӑн Георгипе Ольга, алӑран алла тытӑнса, аллея тӑрӑх утрӗҫ. Юнашар сӗтел хушшинчен тахӑшӗ: — Эсӗ ху юрлатӑн-и? — терӗ. Ҫавӑнпа та ҫывӑхри портра кӑмрӑк тиемелле пулать. — Ну, ыран ирччен апла! — Вӗсем кунпа ним тусан та килӗшес ҫук! — терӗ ӑна хирӗҫ Егор. — Пирӗн шывра пулли те ҫук. Эпӗ килсен, хӑйӗн хӑнӑхнӑ тытӑнкӑллӑ тивӗҫлӗхӗпе кӗтсе илет мана Олеся кашни хутӗнчех. Чирлемен-и эсӗ? Эпӗ алла куҫ патне илсе пырса пӑхрӑм, вара тин вӗсем мана ҫыхасшӑн мӗнле чее хӑтланнине ӑнланса илтӗм. Хӗре вӑл ӗҫлӗн, Давыдов пек мар, вунӑ минут хушшинче ҫураҫрӗ. — Эп пӗлместӗп вӑл ӑҫта иккенне, господин, — терӗ старик. Вӗҫсе ҫитетех… Красноармееца хирӗҫ, хӑйӗн хурал ҫулӗ тӑрӑх, поляк жолнерӗ утать. Вӑл Мускавра модӑпа ҫӗлетнӗ ҫӗне сюртукне тӑхӑннӑ, хӑйӗнчен духи шӑрши кӗрет. Хӗрарӑмсем ҫак пӗтсе кайнӑ ҫынна курсан ахлатса илчӗҫ, палламан ҫыннӑн тумтирӗ те темле урӑхлаччӗ, хӑй ҫара пуҫӑнах. — Эсӗ мӗн, мана мӑшкӑлатӑн-им? Ӑна, ахӑртнех, ҫак сывлӑхлӑ, вӑйлӑ ҫамрӑка тытмашкӑн хӑйне ирӗк туянни кӑмӑла кайнӑ пулас, ҫавӑн пекех йӗкӗтӗн тискер кайӑк вӑйне тапратма, унтан ҫав вӑя пӗрре каласа е пӗрре пӑхса илсе лӑплантарса лартма питӗ те ыррӑн туйӑннӑ пулас, вӑл хӑйӗн хӑватне, влаҫне шанса, ҫак вӑйпа киленсе кайсах вылянӑ. Эпӗ сире кунта курасса кӗтменччӗ. Мӗншӗн ыттисем ҫакӑн пек туйӑмпа тертленмеҫҫӗ-ха? Пурнӑҫӑр сирӗн пӑшӑрханмалла та йывӑр, хӑрушӑ, анчах чӗрӗр — кулса тӑрать. Хуҫа вӑрансан, аллине сехет тытса магазина тухрӗ те тӗлӗнсе кайса:— Мӗн ку капла? Эпӗ вӑл хурасем хӑй аташнӑ чухне ман алла ыратмалла чӑмӑртанипе пулнӑ пӳрне йӗррисем иккене каламарӑм. Купсасене пӗр чӗрӗ вырӑн юлми каса-каса тухнӑ; хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ те ҫул ҫинчен иккӗшне те айккине сӗтӗрсе кайнӑ, ашшӗне пӗр енне, ывӑлне тепӗр енне. Стариксем тухса кайрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑнах Нагульнов та пӳрт умне тухрӗ. Унӑн пуҫне чӗркенӗ шурӑ тутӑр витӗр тухакан юн хуллен сарӑлса пырать. Инсаров тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнса килчӗ. Мак-Набс пирвайхи хут киленсе калаҫнӑ хыҫҫӑнах каютӑна анчӗ, пуринчен малтан лайӑх хырӑнчӗ. Паганеле илсен, вӑл вара ывӑнма пӗлмесӗр, пӗрин патӗнчен теприн патне ҫитсе, мухтавсемпе савнӑ кулӑсен пылне вӗлле хурчӗ пек пуҫтарса ҫӳрет. — Илтсе, — тавӑрчӗҫ теприсем тарӑн шухӑшлӑн. — Усӑ тунӑ пулмалла ӗнтӗ лешӗ. Анчах та пӗр авӑкра Пӗлӳпе туллин хуҫаланакансенчен чи ӑслисем ӑнланма пуҫлаҫҫӗ: цивилизацин мӗн пур ӳсӗм-аталанӑвӗнче этем пулса кайнӑ хыҫҫӑнхи малтанхи ҫылӑх выртать-мӗн. — Тивертеймерӗ! — Тӳррипех калатӑп, — терӗ малалла Яхно, йӑл кулса — ӗнер эпӗ, пӗлӗт ҫине пӑхкаласа илсен, хам та пӗртак пуҫа уснӑ пек пултӑм. Гувернантка хӑйӗн кӗпине ҫӗлеме хӗрсен пӳлӗмне пӑшӑрхануллӑ сӑнпа кайнине курни мӗнпур хӗрачасене, уйрӑмах Соньӑна, хытӑ хӗпӗртеттернине асӑрхаса, эпӗ вӗсене тата тепре хӗпӗртеттерме шут тытрӑм. Шӑп ҫав вӑхӑтрах темелле Евпсихий Африканович тӑчӗ те кайма хыпалана пуҫларӗ. Николайпа амӑшӗ пӗрле тӑрса хускалчӗҫ, анчах кухня алӑкӗ патӗнче Николай:— Эсир калӑр, авантарах пулӗ… — тесе аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ. Ирхи шурӑмпуҫӗ тин ҫеҫ-ха Сапун-ту тӗлӗнчи пӗлӗте хӗретме пуҫларӗ; тӗксӗм-кӑвак тинӗс ӗнтӗ хӑй ҫийӗнчи ҫӗр тӗттӗмне хывса пӑрахрӗ те, савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса выляс тесе, ирхи хӗвелӗн пирвайхи пайӑркине кӗтет; бухта енчен сивӗ сывлӑшпа тӗтре шӑвӑнса килет; юр ҫук, йӑлт хура, анчах ирхи сивӗ пите чӗпӗтет, ура айӗнче кӑчӑртатать. Пӗр-пӗрне чӗнсе кӑшкӑрчӗҫ, туратсем хуҫрӗҫ, хӑйсен шлепкисене упасарри ҫулҫисемпе илемлетрӗҫ — ташларӗҫ те, Тарталья, хӑй пӗлнӗ те пултарнӑ таран, ҫак ӗҫсене пурне те хутшӑнчӗ: чӑнах та, вӑл чулсем пӑрахмарӗ, анчах вӗсем хыҫҫӑн хӑй пӑлтӑр-пӑлтӑр ҫаврӑнса ярӑнса анчӗ, ҫамрӑк ҫынсем юрланӑ чухне уласа илчӗ, — тата, пит кӑмӑлласа мар пулин те, сӑра та ӗҫрӗ: ӑна ку ӑсталӑха тахҫан ун хуҫи пулнӑ студент вӗрентнӗ. * * * 27-мӗш числара Давыдов пӗрремӗш бригада хирне кайса килме, ҫав бригада чӑнах та — вӑл кӑтартса панисене пӑхмасӑр — суха кассине тӑрӑхла сӳрет тенине тӗрӗслесе пӑхма шутларӗ. Хӑш пӗр чух скрипка ҫав тери вӑйлӑн янраса каятчӗ, пӗтӗм ҫурчӗ чӗтренӗ пек, чӳрече кантӑкӗсем те чӗтренӗ пек туйӑнатчӗ. — Ҫапла. Вӑрттӑнлӑхӗ, куратӑп, кӑткӑс мар, — хуравларӗ Уэлдон миссис. Пахчара юлашки хут тӗл пулни ӗҫе пӗтӗмпех татса пачӗ. Халӗ пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: Корчагин йынӑшать пулсан, вӑл тӑнсӑрланнӑ пулать. Атӑл ҫинче ӑна пуян та ӑслӑ ҫын тесе хисепленӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах «Урмаккай» текен хушамат та панӑ, — мӗншӗн тесен, Игнатӑн пурнӑҫӗ, ытти хӑй майлӑ ҫынсенни евӗр, тикӗс те пӗр юхӑм ҫулӗпе чупман, час-часах пӑлхавлӑн вӗресе кайса, тӗп йӗртен, хӑй пурнӑҫӗн тӗп тӗллевӗнчен — пуяс ҫул ҫинчен аяккалла сике-сике тухнӑ. Юлашкинчен Том хуллен, сыхланса урай ҫинчен тӑчӗ те пӗчченех кайрӗ. Сӗтел сунтӑхӗнчен ҫыру илсе кӑтартрӗ. Эпир хатӗр, — тавӑрчӗ карчӑк ним пулман пек лӑпкӑн, ҫут тӗнчере Оленин пулман тата ҫук пекех. Эсир хӑвӑр мӗнле илемлӗ, ҫавӑн пекех ырӑ кӑмӑллӑ. Ҫакӑн пек пулӑшнӑшӑн сире Мигуэль Диаз хӑҫан та пулин ахаль хӑвармӗ. Анчах ҫак ҫӗр айӗнчи вырӑнта кӑмпасем ҫеҫ мар ӳсеҫҫӗ. Ҫак ӗҫе пӑхса тухса, мӗн-мӗн тума палӑртнине тата законсенчен выпискӑсем ҫырса илсе, … уезд сучӗ ҫапла йышӑнать: Пӑхса тухнӑ ӗҫрен ҫакӑ курӑнать: Петр ывӑлӗ Кирила Троекуров генерал-аншеф асӑннӑ тавлашуллӑ имени пирки, халӗ гварди поручикӗ Дубровский Гаврилӑн ывӑлӗ Андрей аллинчи юлашки ревизи тӑрӑх … чун арҫын шутланакан Кистенёвка ялӗпе ҫӗрӗ, вӑрманӗ, шывӗ-шурӗ пӗтӗмпех хӑйӗн аллинче пулма тивӗҫҫине кӑтартакан хута суд аллине панӑ. Сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх генерал хӑйне лӑпкӑн тыткалани, сывлӑхли тата ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни палӑрать. — Ҫук. Шӑрӑхлана пуҫласан, пирӗн хӗрарӑмсем чей ӗҫме ҫав-ҫавах тухмасан, эпӗ пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫсене ҫиме пахчана е сада тухатӑп. Алӑк хупӑнчӗ, Ваноканшӑн тӗлӗнмелле ҫутӑпа ялкӑшакан, куҫа йӑмӑхтаракан пӳлӗм, куҫа йӑмӑхтаракан сӗтел ҫинче выртакан чирлӗ ҫын, куҫа чӑлт шурӑ халат тӑхӑннӑ ҫынсем ҫухалчӗҫ. Суд ҫуртӗнче ҫакӑнса тӑракан Христос вӑл, VII-мӗш Григорий е VIII-мӗш Бонифаци Христосӗ мар. Ваҫука ман пата ярӑр-ха. Ун пек ҫынсем куҫа усалсем курӑнасса ӗненес ҫук ӗнтӗ. Халдей купсисем сутӑн илеҫҫӗ пирӗн вӗсене. Страус тӗкне тирнӗ бархат шлепки айӗнчен ҫутӑрах хӗрлӗ ҫӳҫӗ курӑнать; сывмар сӑнлӑ питӗнчи куҫхаршисемпе куҫ хӑрпӑкӗсем пушшех ҫутӑраххӑн тата хӗрлӗреххӗн туйӑнаҫҫӗ. Вӑл тата темӗн каларӗ. Лешӗ алла-аллӑнах тытӑҫасшӑн пулнӑ пулмалла. Тавтапуҫ, Лена, — терӗ Аня, чей тултарнӑ чашӑка илнӗ май. Батальон тата асӑрханарах пырать. Сасартӑках сасӑ хыҫҫӑн сасӑ: «Ҫавӑрса илеҫҫӗ! Ун пекки те пулать ҫав. Ура-а! — Ҫапах та эпир ку таранччен пӗр пуллине те курман-ха, — терӗ пичче. Сулахай енчи сехет кӗсйинчен Ту-Этем пысӑк тетел туртса кӑларчӗ. Вӑл пулӑ тытмалли сӗреке пысӑкӑш, анчах ӑна кушелкке пек уҫӑлса хупӑнмалла тунӑ. Эпир тетел ӑшӗнче сарӑ металран тунӑ темиҫе пысӑк татӑк тупрӑмӑр. Ку чан ылтӑнах пулсан, вӗсем вара пит хаклӑ тӑраҫҫӗ. — Унтан малалла лӑпкӑрах калама пуҫларӗ, — Сирӗн часах каяс пулать ӗнтӗ, — инҫе-ҫке! — О-о! — йынӑшса илчӗ те Митман, тенкел ҫинчен шуса анчӗ. Валька Жуковӑн, тӗлӗк курнипе, куҫ хӑрпахӗ йыттӑнни пек сиккелет, — йыттисене курмастчӗ-ши вӑл тӗлӗкӗнче? Хӑй вара, хуйхӑ-суйхӑпа, ӗмӗрех ҫитмен пурнӑҫпа тертленсе, ӗлӗкхи илемне, сывлӑхне тата чеченлӗхне ҫухатнӑскер, ҫу каҫипех ала пек шалатка пӗртен пӗр кибкипе ҫӳресе ирттернӗ, хӗлле тата пӗртен пӗр кӗпине ҫуса ҫаксан, ачисемпе пӗрле ҫаппа-ҫарамас кӑмака ҫинче ларнӑ, мӗншӗн тесен улӑштарса тӑхӑнмалли урӑх нимӗн те пулман… — Тимошка кӑшкӑрчӗ пулмалла! Фрол Рванӑя… Йӑлӑнатӑп сана, ӑнлантарса пар, мӗн пулса иртрӗ унта? Тыткӑнран тарма шанӑҫ нумайтарах, тӗрмене хураллаканӑн таракансене чӑрмантарма шанӑҫ сахалтарах теҫҫӗ. Чӑнласах та, шанӑҫсемпе тарма ҫӗкленнӗ кӑмӑла илсен, тыткӑнри ҫын тарма та пултарӗ. Ирсӗр йытӑ кӑна курсанах мана малтан ура хырӑмӗнчен ҫыртса илчӗ, кайран, ман алӑри хутсене курсан, йӑпшӑнса йынӑшма тытӑнчӗ. Анчах, Элен, Мэри, майор, Паганель тата Роберт хӑйсен каютисене кайнӑ хыҫҫӑн, Гленарванпа Джон Мангльс татах Том Аустинран ыйтма пуҫларӗҫ. Ирхине ултӑ сехетре эпир ҫула кайма хатӗр те ӗнтӗ. Сӗкӗнсем, Ничипоре, сӗ-кӗнсем. — Сӗкӗнсем, Ничипоре, сӗ-ӗ-кӗн-сем, — йӑлтах Осадчин ҫемҫе октави тытса пынипе те ӑшӑтнипе тейӗн, шӑппӑн, тулли аккордсемпе тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ хор. Ӗҫме-ҫиме ҫителӗклӗ пулнӑ. Старикӗн куҫӗсем усаллӑн, тарӑхуллӑн йӑлтӑртатнӑ, тутисем йӗрӗнчӗклӗн хирӗнкеленӗ, тӗксӗм пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗксем чӗтреннӗ. Юнашарах — шӗвӗр сӑмсаллӑ, вӗлкӗшекен ҫӳҫлӗ, шухӑшлӑ марсиан, — ҫунатлӑ йӗнер ҫинче карап умӗнчех вӗткеленекенскер ҫаврӑнакан темӗнле пӗчӗк ешчӗке Лось еннелле тӗллет. — Мӗн-ха вара? Пассажирсем ирпе сакӑр сехетре палуба ҫине тухсан, Амстердам утравӗсем инҫетлӗхре кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулчӗҫ. Хапхине уҫсанах, вӑл крыльца айӗнчен Черня сиксе тухнине курчӗ. Юханшыв тӑрӑх анатарах кайсан, вӑрманлӑ пӗр утрав пулма тивӗҫ, вӑл ӑҫтараххине лайӑхах астӑватӑп, тӗттӗмленсенех сулла вӑрттӑн вырӑнтан кӑларса, утрав ҫине каҫрӑм та ӑна унта пытартӑм, хам ҫывӑрма выртрӑм. Вӑл ҫапла каларӗ:— Питӗ сахал, вӗсене пӗлнинчен те нимӗн усси ҫук, — терӗ. Тӗрӗс мар-и, эсир ҫапла тӑватӑрах, эсир те ырӑ кӑмӑллӑ-ҫке?» Мана хирӗҫ Ромашка тухса тӑчӗ. Е эсӗ, хаклӑ ҫыннӑм, е Макарушка, е Андрей Разметнов. Урамсенче никамах та ҫукчӗ, аркисемпе витӗннӗ хӗрарӑмсем, зонтик тытнӑ вырӑс купецӗсем тата кучерсем анчах хирӗҫ пулкаларӗҫ. Пӗр сӑмах ҫеҫ калатӑп, джентльменсем! — тесе кӑшкӑрчӗ. Тур патӑрах сана, — тен, ҫулне-йӗрне тупӑн, — тур патӑр! Баржа хыҫӗнче сӑмала пек ҫӑра, вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв пурҫӑн пек юхса, хуллен чӑмпӑлтатса пырать. — Виҫӗ сехет те аллӑ виҫӗ минутра тапранса каймалла. 1835 ҫулхине, вунсакӑр ҫул каялла ӗнтӗ вӑл, питӗ хӑрушӑ ӗҫ пулса иртнӗ: Инсаров амӑшӗ сасартӑк ним паллисӗр ҫухалнӑ, тепӗр эрнерен ун виллине тупнӑ, — ӑна касса вӗлернӗ иккен. Славянсен ҫӗрӗсем пӗрлешчӗр! «Калатӑн-и?» Тьфу, вӑт тарӑхтарать ҫав усал тӳме! Мӗнле маттурланса кайнӑ эсӗ — мӗнле чипер! Анчах хам шухӑшӑма епле те пулин якарах, гипотеза вырӑнне хурса, каласа парасшӑн пултӑм. Ҫав самантра Вавжон пӗр аллипе ӑна платформа хӗрринех сӗтӗрсе пычӗ, тепринпе, кӑшкӑрма чарас тесе, пуҫне тӳнклеттерме тытӑнчӗ. — Мӗн? — ыйтрӗ пристав, ун патнелле пӗр утӑм ярса пусса. Анчах хӑш чух вӑл, Яков Артамонов, хуҫа, хӑйне валли ӗҫлекен ҫынсем патӗнче хӑнара пурӑннӑ пек, ҫитменнине нумайранпа пурӑннӑ, йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек, лешсем ун ҫине кичеммӗн, шарламасӑр пӑхса:«Мӗн каймастӑн-ха эсӗ? — Дубава Павела шинелӗнчен ярса тытрӗ. — Тула. — Вырт, ухмах! Эпӗ ваннӑран бала кайма хатӗрленнӗ пек уҫӑ кӑмӑллӑ та маттур пулса тухрӑм. Конституци, мӗн тӑвас тетӗн-ха? Анчах Сережа, унӑн Серёжи, халиччен хӑлхинчен пӗрре ҫеҫ мар лӑсканӑскер, амӑшӗ ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, вӑтаннипе, кӳреннипе хӗрелсе кайса:— Ан кӑшкӑр! — Каллех эс ман ватӑлӑхӑма намӑслантаратӑн… Вӑл васкасах лаши кайнӑ варалла утрӗ. Ӗмӗт ҫапла татӑлнине вӑл ниепле те пусарма пултараймарӗ. — Ҫук, инструктор юлташ! Манӑн аттене унӑн синьорӗ, манӑн синьор, пирӗн синьор ӗнтӗ вӑл, патакпа хӗнесе амантса пӗтернӗ те, вӑл ӗҫлеме пултараймастчӗ. Ирхине ҫав ылханлӑ пӗр тенкӗпе… Площаде уйӑх ҫутатать, унта пӗр чун та ҫук. Пӑван соборӑн пӗр айккинчи алӑкӗ уҫӑ пулнине асӑрхарӗ. — А хӑвӑр, Паганель, эсир хӑвӑр вӗт пирӗнпе пӗрле юласшӑн ӑшаланатӑр, — терӗ хавасланса Гленарван. Вара туймиех ҫывӑрса кайрӗ. Асӑннӑ помещиксем урӑх ҫын именийӗпе законлӑ ҫирӗплетне хутсӑр-мӗнсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑ пулсан, мӗн чухлӗ тупӑшне шутласа тухса, Дубровский помещикрен шыраса илсе, Троекурова памалла. — Пӗлес килет те, анчах мӗнле! Катерина Ивановна та манран аслах мар, пӗр вуникӗ ҫулсенче пулмалла. Пыр та кур ӑна! Пӑсӑлса пӗтнипе тӗрексӗрленнӗ карап хӳрене те тек пӑхӑнмасть ӗнтӗ, вӑл, хӑй валли ҫул-йӗр суйласа тӑмасӑр, ҫилпе хумсем ӑҫталла илсе каяҫҫӗ, ҫавӑнталла ишет. Жандармсем вара хӗҫҫисемпе унӑн хӑлхисене, сӑмсине касса илеҫҫӗ. Унччен те пулмарӗ, сарай чартакӗн чӳречи патне таянтарса тӑратнӑ йывӑр пусма, типӗ туратсене шатӑртаттарса хуҫса, стена ҫумӗпе шуса анчӗ те, хупах ҫулҫисене лапчӑтса, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ. Ҫав мӗлкесем мана, — вӗсем ман Эпӗпе пӗрлех вилеҫҫӗ-ха, — хамшӑн ним тума кирлӗ мар, чуна хирӗҫле ҫӗршер япалана хисте-хисте тутарттарнӑ, ҫавӑншӑнах тата Мана кӳрентернӗ те мӑшкӑлланӑ. Ҫавӑнпа лӑпкӑ та именчӗклӗ Андрей вӗсем хушшинче уйрӑмах палӑрса тӑнӑ. Агафонӑн куҫ айӗ эрнипех кӑвак ҫӳрерӗ — Дарья ӑна чышкӑпа тӑхӑнтартса янӑ, хӑй ҫапах унтан кулма пӑрахмасть. — Ниҫтан та илме ҫук. Том киле питех те салхуллӑ килчӗ; мӑнаккӑшӗнчен пирвайхи сӑмахсем илтсенех, вӑл кунта унӑн хуйхишӗн ӑна никам та хӗрхенекен пулас ҫуккине туйса илчӗ: — Том, эпӗ сан тирне сӗветӗп! Эпӗ ҫуртана урайне лартрӑм. Вӗсем пурте суеҫӗсем. Йӑсӑрланса выртакан вучах умӗнче, лаша тирӗ ҫинче пӑлан тытакан пӗр пысӑк йытӑ чӑсӑлса выртнӑ та сӑмсине кӗл ӑшнех кӗртсе янӑ. Урасем тӑрӑх пӑлтӑртан кӗрекен сивӗ туртӑнса хӑпарать. — Тата ҫирӗм минутран. Ӗҫкӗ-ҫикӗшӗн тӳленӗ. Апла пулсан килӗр, купӗничченех ҫийӗр, ҫынҫиенсем, юнӗҫенсем, виле ашӗпе пурӑнакан ҫӑхансем! Вӗсем вӑхӑт ҫинчен тата портрет хакӗ ҫинчен калаҫса татӑлнӑ, тепӗр кунах атте вара кисчӗсемпе палитрине илнӗ те ун патне ҫитнӗ. Анчах калле таврӑнма ҫук-ҫке-ха. Унта-кунта питӗ чаплӑ мирӗ йывӑҫҫисем, хӑйсен вӑрӑм та авкаланчӑк тураттисене вунпилӗк фут ҫӳллӗшӗнчен сарса ярса, хӗрлӗ ҫеҫкисемпе илемленсе лараҫҫӗ. Шкапсенче металл пӗчӗк цилиндрсем тӑраҫҫӗ, хӑшӗ-пӗринче — тир-сӑранпа е йывӑҫпа сӑрса хуплашкалатнӑ кӗнекесем. — Малалла мӗн пулса тӑчӗ-ха, — терӗ Кораблев каллех. Хӑш-пӗр чухне сӑмахсем ытлашши пулаҫҫӗ. — Кунта эсех айӑплӑ, — терӗ Ромашов каллех, ман умма кукленсе ларса. Пружина аранах хӑй вырӑнне ларчӗ иккен. — Кальфукура, кацик аллинче, — терӗ Талькав. «Мӗнле тытать-ха вӑл? — тесе ыйтнӑ. Вуласа пӗтерсен, вӑл каллех фотографине ҫутатса пӑхрӗ. Хӑш чух ӑна ку пулса ҫитнӗ пекех туйӑнчӗ. Аялта вара, ырӑ шӑршӑллӑ шурӑ акацисен сулхӑнӗнчи аллейӑра уйрӑм ушкӑнсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑш-пӗр ушкӑнӗсем лараҫҫӗ. Мӗнле ҫерем уҫман ҫӗр пултӑр-ха вӑл? Пултараймасть, Конституци чӑнах та программа е пулас ҫӗнтерӳсем ҫинчен калакан деклараци пулса тарас мар тет пулсан. Вунӑ сехет ҫурӑ тӗлӗнче пӗчӗк чиркӳн ҫурӑк чанӗ ҫапма тапратрӗ, ҫавӑнтах вара ирхи проповедь итлеме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ. Дневниксем вулатӑп Хама эпӗ чӑтӑмсӑр ҫын теме пултараймастӑп. — Ҫырла ҫикелетпӗр — йӗплӗ хулӑ ҫырли, иртнӗ ҫултан юлнӑ хура хӑмла ҫырли, хура ҫырла, упасарри ҫулҫи. Ҫак сӑмахсем кашниех мӗне пӗлтерни ҫинчен гуигнгнма ӑнлантарса пама ҫав тери йывӑр пулчӗ, ҫакна вулакан хӑй те ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илет пулӗ тесе шутлатӑп. Ҫынсем ҫав качакана сурӑхран ытларах хисеплеҫҫӗ, юн ӗҫен тигра кашкӑрпа упаран ытларах пысӑка хураҫҫӗ, вилепе кӑна тӑранса пурӑнакан кӑйкӑра лайӑх апат хатӗрлеме юрӑхлӑ чӑхӑран ытларах хисеплеҫҫӗ. Ан тар, тухтӑр! — кӑшкӑрнӑ пӑлхар полицейскийӗ. Ҫапла-и? — Мӗн калатӑр вӑл улпут? Ҫӗр ҫинче ирӗклӗ ҫынсем, хӑйсен ирӗкне пула чаплӑланнӑ ҫынсем ҫӳрӗҫ, пурте уҫӑ чӗреллӗ пулӗҫ, кашнин чӗри пӗр-пӗрне ӑмсанасран тасалӗ, пӗри те усал пулмӗ. Пирӗннисен вӑй ҫитес пулсан, паллах ӗнтӗ… Пушӑ алли ҫине таянса, Дик алӑк патне хавильдара вӑратмасӑр шуса пыма пултарчӗ. Киммине аран-аран тытса пычӗ те, хӑй ятлаҫать: — Ну, кимӗ тупса пачӗҫ, путсӗрсем!.. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Сана, ухмаха, шӑнса ан вилтӗр тесе Устинович юлташ парса ячӗ. «Эпӗ айӑплӑ», — терӗ вӑл илтӗнмелле, — «анчах эпӗ кӑна малтанах курма пултарайман-ҫке-ха». — Ну, паллах ӗнтӗ! — терӗ Павел, пит-куҫне йӗрӗнӳллӗн пӗркелентерсе. Хӑш-пӗр чухне вӑл ун патне кӗнеке илсе пырса, йывӑр вырӑнсене ӑнлантарса пама ыйтнӑ, анчах ун пек чухне калаҫу ҫав ыйту ҫинчен кӑна пынӑ. — Рульне ҫил майлӑ тыт! Сулахай аяккинчен! Ку таврашра пӗр тӗрме ҫеҫ — урӑх ҫук. «Эпӗ, тет, кӑтартӑп-ха сире, Ставрополь тӑрӑхӗнче мӗнле ӗҫленине! Сасӑламалли право паман-и мана е мӗнле? Ҫынсем тӑна кӗрсе ҫитрӗҫ, пӑшалӗсене хул хушшине тытрӗҫ те малалла сӗнкӗлтетрӗҫ. Мӗн турӗҫ вӗсем? — Петро, эппин хайхи учитель иккӗшне леш тӗнчене ӑсатнӑ-им-ха? Эп ут ҫинчен антӑм та ӑна урапаран кӑкартӑм, хам ҫулакансем патне утрӑм. Секретарь вуласа пӗтерсенех, Иван Никифорович ҫӗлӗкне илчӗ те тухса каяс тесе пурне те пуҫ тайрӗ. Канцеляристпа унӑн помощникӗ инвалид ытла тӑрӑшса пашканипе пӳлӗме вӑйлӑ шӑршӑ тултарчӗҫ, присутстви пӳлӗмне пӗр вӑхӑта пӗтӗмпех эрех лавки шӑрши ҫапрӗ. — Ну, каях, ывӑлӑм, — терӗ Том, ун аллине чӑмӑртаса. Анчах вӑл кунта ака мӗн ҫырса хучӗ: аэродромра ӗҫлекен батальона ярас, ӗҫ укҫипе довольствине чакармалла мар. Мана Кондратько тесе чӗнеҫҫӗ, ытах та, манӑн йӗкӗтсем мана Квадратько тесе чӗнни ҫинчен каласа парсан, эсир вӗсене тархасшӑн ан ӗненӗр, мӗншӗн тесен вӗсем манӑн ытла та чарусӑр, иртӗнме юратаҫҫӗ, калама сӑмах та тупаймӑн… — терӗ вӑл аслати пек хулӑм сасӑпа, алӑкран хӑяккӑн хӗсӗнкелесе кӗрсе. — Ҫав ҫерем уҫман ҫӗре-и?! — кӑшкӑрса ячӗҫ колхозран тухнисем! Ҫитӗнсе ҫитнисен кӑмӑлӗсем те ачасенни пек хускалчӗҫ. — Сире мӗн ӗҫ эпӗ ҫапӑҫнипе? — кӑмӑлсӑр персе ячӗ Павел. Килеҫҫӗ пулсан та, тӳрех пире тапӑнасса пӗлтермест. — Каях! Ӑна ача пит инҫете ишсе кайни пӑшӑрхантарчӗ. — Динго ҫынна е темле чӗрчуна туйса илчӗ, — терӗ Дик Сэнд. Кучерпа извозчиксем йӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, тутисемпе чӑплаттарма тата тилхеписемпе кӑрт-карт турткалама пуҫларӗҫ. — Ма вара, хӗл каҫма та пулать, — терӗ Андрей. Ӗлӗк, сывӑ чух тунӑ зарядка йӗрки халь, пӗрмай койка ҫинче выртакан урасӑр ҫыншӑн, юрӑхлӑ пулман. — Ну? — Кӳлсе тӑратман-ха, нулатса ан тӑр. — Малалла мӗн? Ним тума аптӑраса ҫитнипе кӑшкӑрса ярса, Кассий Кольхаун чӗлпӗре туртӑнтарса лартать те ҫав вӑхӑтрах револьверне ярса тытать. — Ну, ыраш… Ҫапла Ваҫили Андрейч пӗр сехет, иккӗ те, виҫҫӗ те выртнӑ, анчах вӑл вӑхӑт иртнине сисмен. Том, саншӑн усӑллӑ пулчӗ вӗт? — терӗ. Санин хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнсан сӗтел ҫинче Джемма ҫырӑвне тупрӗ. Тӑваттӑмӑшӗсем «хресченсем» тенӗ сӑмаха «колхозниксем» тенӗ сӑмахпа е «социализмлӑ ҫӗр ӗҫӗнчи ӗҫ ҫыннисем» тенӗ сӑмахсемпе улӑштарма сӗнеҫҫӗ. Вӗҫсе каякан кайӑка сӑнаса пӑхса юлнӑ чухне, лешӗ ӑна питӗ пысӑк сиен тунӑ пекех, вӑл ӑна хаяр сунчӗ, ылханчӗ. — Нимӗн те шутламан эпӗ. Ҫав ҫӗҫҫе туртса илме тесе ыткӑнчӗ те вӑл. Вӑл мана тыткаласа пӑхрӗ те лӑпланчӗ, мана курнишӗн калама ҫук хӗпӗртерӗ, лара-тӑра пӗлмест. — Пымастӑп та! — тесе кӑшкӑрчӗ Серёжа, ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах. — Йӑлӑхтармарӑм-и эпӗ сире? Епле кун килсе тухрӗ паян! Вӗсем ӗнтӗ хайхи хурӑнлӑ сӑрт патнелле ҫывхараҫҫӗ. Темиҫе ҫӗртен шӑтнӑ борт хӑмисем хӑпӑнса ӳкме тытӑнчӗҫ. Ку 1812-мӗш ҫулта пулнӑ. Пӑхма асап ун ҫине! Унтанпа мӗскӗн Уэлдон миссиса вӗҫсӗр хӗрсӗр вӑрӑм туйӑннӑ виҫӗ йывӑр уйӑх иртнӗ. Ҫӗрте пур тӗлте те ҫынсем тӑсӑлса выртнӑ; хӑрӑлтатнӑ сасӑ илтӗнет, сывлӑш тӳсме ҫук йывӑр. Юратмастӑн-и ӑна?.. Лисицын каллех сводка илет. Пирӗн йӗри-тавра шӑпах вилӗ тӑпри ҫинчи пекех. 2. …Ку вара ал-вӗҫҫӗн тунӑ походнӑй кухня — шӑвӑҫ кӑшӑллӑ, ӑшне хупӑлчаллӑ витре лартнӑ. Анчах пит аван тумланнӑ, пӗтӗмпех шӑтӑклаллӑ та лентӑллӑ барышня хамӑн тепӗр вӗҫне хитрен кӗрсе тӑрсан, эпӗ мӑнкӑмӑлланса патакпа тӗртсе ҫӗр ҫумӗнчен уйӑрӑлсанах эсрелӗ хӑми пирӗн айра сиккеленме тапратрӗ те, барышня пӗве тӗпнелле чӑма пачӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче пирӗн хуласем тӗлӗнмелле улшӑннине хамах кураттӑм эпӗ, М-ӑвах илер сӑмахран, — анчах ҫав хуласене эпӗ ачаран пӗлсе каймастӑп. Мӗн тери ӑслӑ пуҫ, кун пеккине эпӗ пуҫласа куратӑп! Ҫӗр ҫинчен секундра 11,2 км хӑвӑртлӑхпа, Уйӑх патӗнчен 2,45 км хӑвӑртлӑхпа вӗҫнӗ пулсан, ракета хӑй орбити тавра мӗншӗн-ха ҫапла питӗ хӑвӑрт ҫаврӑнать? — тесе ыйтӑн эсӗ. Кометӑсем яланах Хӗвел системинче ҫӳренине чи малтан Англи морякӗ Эдмунд Галлей ученӑй ӑнкарса илнӗ. Вилес умӗн вӑл ҫакӑнта хӑйӗн хаклӑ туприне пытарнӑ тенӗ сас-хура ҫӳрет. Эсир пусӑ патӗнче ӑна куртӑр та пулӗ? Анчах эсӗ, вӑрахран ҫурӑлакан мина пек, нервӑсене ывӑнтарса ҫитертӗн. Халӗ кӑнтӑрла пулнӑ; эппин, ҫынне ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре вӗлернӗ. — Эпӗ ӑна гостиницӑна парса хӑвартӑм, — терӗ Хосэ тытӑнкӑллӑрах, хӑй шуралса кайрӗ. Вӑл Озерова мӑйӗнчен хытӑ ыталаса тытрӗ те ҫилпе кушӑрканӑ тутинчен виҫӗ хут чуптуса илчӗ. Кам тунӑ-ши ҫав ӗҫе? — Шансах тӑрӑр, Элен, — терӗ Гленарван. Халь ӗнтӗ эс каласа пар, Григорьев. Ку вӑл, паллах, подвиг, анчах унтан ытлашши тӗлӗнмелли нимех те ҫук. Ӳкнӗ чухне манӑн хунар пӑсӑлчӗ, эпӗ ӑна ниепле те тӳрлетме пултараймарӑм. — Ку лайӑх хыпар, Зеб. Ҫук, Татариновсем патӗнче мар! Анчах Корчагинра пурӑнӑҫ ҫирӗп тытӑнса тӑрать. Тая хӑйӗн тусӗ хӑрушӑ сехетсем хыҫҫӑн кашнинчех вилнӗ ҫын пек шурӑхса кайнине курать, анчах Павел хӑйне яланах чӗрӗ, яланах лӑпкӑ тыткалать. Эпӗ лилипутсене пирӗн патра законсене тытасси айӑпласа асаплантарассипе хӑратнинчен килет, вӗсене тӗрӗс тытса тӑнӑшӑн наградӑсем парасси ҫинчен асӑнмаҫҫӗ те, тесе каласа парсан, лилипутсем ҫакна пирӗн тытӑмӑн пит пысӑк ҫитменлӗхӗ тесе шутларӗҫ. Сирӗн малтипе хыҫалти урӑрсенчи чӗрнесем те кӗске, ҫитменнине тата питӗ черчен. Пирӗн пӗр еху та сирӗн евӗрлӗ вуникӗ чӗрчуна ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерме пултарать. Вӑрҫӑра частьсем мӗнле килчӗ ҫапла, чуххӑмӑн ҫӳремеҫҫӗ-ҫке-ха, ҫулӗсене вӗсем плантӑсем тӑрӑх шыраҫҫӗ, штабсенче карттӑсем ӳкереҫҫӗ. — Эпӗ сената та ҫитрӗм, — терӗ вӑл хаяррӑн. — Ав унта йӗр куртӑн-и? Тӳсме ҫук йывӑр пулса тӑчӗ, Никита ура ҫине тӑчӗ те пӳлӗмрен хӑвӑрт утса тухрӗ. Пӗр эрнерен местечкӑри театрта советсен районри иккӗмӗш съезчӗ уҫӑлчӗ. Лисицын, салху сӑн-питпе, хӑйӗн докладне чаплӑ пуҫласа ярать. Юлташсем, ҫулталӑк хушшинче пурте нумай ӗҫ туни ҫинчен эпӗ съезда тулли кӑмӑлпах пӗлтеретӗп. — Эсир ҫаратса ҫӳретӗр! — Чарӑн! — тесе ҫухӑрса ячӗ кукаҫей. Фелим тӗрӗс шухӑшланӑ иккен: палламан юланут чӑнахах хӗрарӑм пулнӑ. Мересьев ку командӑна хыҫалалла, хӑйӗн звенине пачӗ. — Виҫӗ пус та ҫитетчӗ ӑна, икӗ пусне ху валли хӑвармаллаччӗ, тунката! …Ҫуркунне пулчӗ. Вилмелле пулсан, телейсӗр шӑпана вӑйпа та, турра кӗлтуса та, паттӑрлӑхпа та — нимӗнпе те улӑштарма май ҫук пулсан, эпир пӗрле вилсе выртӑпӑр, чи малтан эпӗ вилӗп, сан куҫу умӗнче, сан ытарма ҫук урусем айӗнче вилсе выртӑп, мана санран вилсен ҫеҫ уйӑрма пултарӗҫ». Коляскӑран инҫех те мар, Лещинский патне хваттере вырнаҫнӑ нимӗҫ лейтенанчӗн денщикӗ хӑйӗн начальникӗн япалисене щёткӑпа тасатса тӑрать. — Мӗнле айванлӑх тата? — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Чӑнта, малтанхи икӗ хутӗнче вӑл систеркелесе ҫеҫ каланӑ, тӳрех калама хӑйман. Апачӗ ӗнтӗ, отставкӑна тухнӑ салтак пӗҫернӗскер, чаплах марччӗ — ик-виҫ тӗслӗ ҫеҫчӗ, анчах шампански, эрех вара шыв пекех юхатчӗ. Халӗ подпоручик хӑйӗнчен малта та сылтӑмра сӑрӑ лаши ҫинче ларакан генералӑн йывӑр кӗлеткине, ун хыҫӗнче тӑракан ним хускалми свитине, унтан та леререхре хӗрарӑм кӗписен тӗрлӗ тӗслӗ ушкӑнне, куҫа шартакан кӑнтӑр ҫутинче темле юмахрилле ҫунса хӗмленекен чечексем евӗр туйӑнаканскере, питӗ те уҫӑммӑн курать. — Е акӑ кунта, — сулчӗ вӑл аллипе кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енне, шоссе тӑрӑх. Астӑвӑр, тепре ан ҫакланӑр. Каҫарччӗ, эй турӑҫӑм! Трибуна ҫинче хӗрарӑм тӑрать. — Эпӗ. — Пулӗ те. — Артист! Калатӑп-ҫке-ха эп сире, укҫа илсе килессе кӗтсе тӑратӑп тесе. Ҫапах, мӗн пулнӑ сана? Пӗр минутра эпӗ «ним те мар», тесе каласа, лавҫӑ патне каялла чупма, вара киле таврӑнма шутланӑччӗ, анчах куҫхаршийӗсене антарса лартнӑ пулин те, сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх старик шанӑҫлӑ ҫын пек туйӑнчӗ. Том хӑйӗн пуҫӗнче эрнери кунсене шутласа тухрӗ те тӗлӗнсе кайса юлташӗ ҫине пӑхрӗ. — Ой-ой-ой! Хам вӗсем патне пырсан пӗр виҫӗ кунран, ирхине, ачисем вӑраниччен, эпӗ ӑна кухньӑра пахча-ҫимӗҫсем тасатма пулӑшрӑм. Эпӗ ӑна йӗкӗлтесе ҫӳреме паратӑп! Техасри сунарҫӑсен капӑрланас йӑла пур пулин те, кунӑн тумтирне нимле капӑрлатса хӑтланни-туни те пулман. — Эпӗ — туятӑп, — тӑхта!.. — Лейтенант юлташ! — таҫтан сиксе тухрӗ Андрей. Ҫак самантра вӑл шыв ҫийӗн вӗҫекен чайкӑна курчӗ; чайкӑна пулӑҫӑ хӑратнӑ пулас та, халь акӑ вӑл, ӑҫта та пулин шӑппӑн анса ларма вырӑн шыранӑ пек, вайкӑнса вӗҫет. Ҫав вӑхӑтрах, Фоман пытарусӑрлӑхӗ Ухтищева, темӗнле, тӗксӗм вӑйпала лапчӑтса хунӑ, вӑл унӑн капламӗ айӗнче алчӑраса кайнӑ, унӑн, хӑй ҫамрӑкне пӑхмасӑрах, пурнӑҫри кирек мӗнле самантшӑн та хатӗр тӑракан сӑмахсем пулнӑ пулсан та, вӑл ҫав сӑмахсене часах тупайман. Ҫавӑнтанпа вӑл сире вӗрентет-и вара? Капла тума юраманнине вӑл питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах урӑхла тума май ҫук. Вӑл кӗпинчен пӗр татӑк ҫурса илсе амантнӑ вырӑна ҫыхса ячӗ. Ҫав самантрах пирӗн ҫине каллех пур енчен те пеме тытӑнчӗҫ. Уҫӑ алӑкран пуля вӗҫсе кӗрсе, доктор аллинчи мушкета турпас пуличченех ҫӗмӗрсе тӑкрӗ. Аттепе пӗрле халь тӗрлӗрен халӑх нумай кайрӗ. Айтӑр, вӗсем ҫине тухса пӑхӑпӑр. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ кӗпер патне ҫитсе тӑчӗҫ. Ревком председателӗ Долинник. Анчах та кун пек япала татах пулсан… ирӗксӗрех аҫӑра пӗлтерме тивет… — Чипер кайӑр, ыр каҫ пултӑр! — терӗ Петр кӑштах тӑрсан, унтан Огняновпа пӗрле вӗсем килнелле утрӗҫ. Огнянов ирӗксӗрех чӗтренсе илчӗ. Малтанах нимӗн те илтӗнмерӗ, кайран Николай Артемьевичӑн хулӑн сасси илтӗнчӗ, унтан тавлашу пуҫланчӗ, шӑв-шав ҫӗкленчӗ, — такам йынӑшнӑ пек туйӑнчӗ… — Ара, эсӗ пире ӑнлантарса ан тӑр-ха! Эпир пыршӑ-пакартамӑрсемпех колхозшӑн! — пӳлсе хучӗ ӑна Павел Любишкин, пуринчен те алӑк ҫывӑхнерех лараканскер. Венгеркӑсем урисене илемсӗр, арҫынла тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ, Венӑра кӑна вӑтам кӗлеллӗ туфлисем хӗрарӑм урине ҫав тери илемлетеҫҫӗ, генерал сапожникӗ ҫӗленӗ хром атӑсене тӑхӑнса ҫӳретӗп пулин те, ҫав туфлисене курсан, ӑмсаннипе, манӑн йӗрсе ярас килет; ҫав атӑсене арҫын тӑхӑнса ҫӳренӗ пулсан, вӗсем ӑна питӗ килӗшӳллӗ пулӗччӗҫ. Ӗҫе час тавҫӑрса илекен матрос пурӑнӑҫ ҫинчен калаҫнине, пуринчен ытла амӑшӗ Павка ашкӑннисем ҫинчен каласа панине тӳсӗмлӗн итлесе ларать. Париньене-и? Вӑт тӗлӗнмелле япала! — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн. Сиккипе пынӑ ҫӗрте такӑнать те шӑн ҫӗр ҫине пырса ҫапӑнать — пӗтрӗ те! — Учитель! Эс-и ку? Ҫак сӑмахсене каланӑ хушӑра вӑл аллине хӑй умӗнче выртакан ылтӑн купи ҫине хучӗ те, укҫана алӑпа перӗннӗрен унӑн чӗри вӑйлӑн тапма пуҫларӗ. Турӑ храмне ҫичӗ ҫултан, Бул уйӑхӗнче, туса пӗтернӗ, патша керменне — вунвиҫӗ ҫултан. — Пит-куҫӗнче чунӗ ялкӑшнине курса тӑнӑ чух нимӗн чухлӗ те хускалмарӗ-и сан чуну? Милӗк хуҫса килем-ха. — Мӗнех каласа пачӗ вӑл сире? — Кунта, Динго, каялла! — чӗнчӗ ӑна Дик Сэнд. — Паллах, тӗлӗнтерме ҫеҫ мар, пӑртак кӳрентерет те, пирӗн шыв пилӗк кунлӑха анчах юлчӗ, — терӗм. Мӑнкуна эпӗ вӑл чи ачаш праҫник пулнӑшӑн юрататӑп! — тетчӗ вӑл. Тахҫанах пулнӑ ку ӗҫ, анчах питӗ лайӑх астӑватӑп, ӗнер кӑна эп ҫавӑн пек хӑтланнӑ тейӗн. Пехота хыҫӗнче Голубӑн утлӑ полкӗ тӑсӑлса тӑнӑ. «Маtrimonio segreto» чаплӑ арине юрланӑ чухне: Рria che spunti… унта вӑл, il gvan Carsia, I'саvаllе di galoppo сӑмахсем хыҫӗнчен: «i'саvаllе di galoppo» итлӗр-ха, мӗнле тӗлӗнмелле «Sensa posa cocciera» сӑмахсем ҫинче вӑл… Пуринчен ытла Политовский пысӑк ҫемьеллӗ: унӑн килӗнче тӑхӑр чун юлнӑ. Вара вӑл, ун ҫине пӗрре пӑхса илчӗ те, Джон Мангльспа пӗрле фургон патне утрӗ. Соломон юратӑвӗн, пысӑкран пысӑк, аслӑран аслӑ юратӑвӗн ҫиччӗмӗш каҫӗ пулнӑ вара. Купецсем пӗр-пӗрин ҫине нумай пӗлтерӗшлӗн пӑха-пӑха илнӗ. Грушницкин пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ. Талӑк хушшинче пӗр сас-чӳ илтӗнмен вӑхӑт та пулать, вӑл вӑхӑт — каҫхи шӑплӑх. Халь шӑпах ҫак вӑхӑт пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ Катя ҫинчен ыйтса пӗлмеллеччӗ. Лука хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен Марьянкӑна пӗлтерме каять пулӗ, тесе шутланӑччӗ Оленин; Лука ун пек тумарӗ; ҫапла пулин те, Оленин чун-чӗри нихҫанхинчен лайӑх пулчӗ. Кусем пурте — ӗҫлевҫӗсем, хура халӑх, чухӑнсем. — Куртӑм. Сасартӑк ҫил вӗрнӗ сасӑ хушшинчен темле ҫӗнӗ саса илтӗнсе кайнӑ, ҫавӑн пек сасӑ чӗрӗ чун кӑна кӑларма пултарнӑ. Ашшӗне, ывӑлне! — терӗ старик, эрех куркине хисеплӗн йышӑнса. — Гето… лар эс ман ҫуммалла, палӑк эс мӑнаккай… Ҫуттине ӗҫетӗн-и манпала? «Куян, эй, куян, эпӗ вӗт сана ҫиетӗп!» — тет ӑна ҫакскер. Защитник ӑна ҫавӑн пекех ҫине тӑрса хирӗҫлет. Ҫук, ку ӗнтӗ тӗрӗсех. Вӗсем иккӗшӗ те питӗ ҫирӗп те пултаруллӑ ҫынсем пек курӑнаҫҫӗ, кашни чӑн-чӑн талантлӑ ҫынӑнни пекех — вӗсен сӑнарӗнче унччен никамӑн та пулман йӗрсем пурри палӑрса тӑрать. Ҫӑмӑллӑн шӑвать вӑл хунавсем хушшипе. — Ҫӗр ҫул та пурӑнатӑр, — терӗ вӑл аллине вӗҫертсе. Нумай асапланнисемпе тӳссе ирттернисем чи лайӑх кӑмӑла та пӑсаҫҫӗ пулин те, Гленарван экспедицинчи ҫынсем малтанхи пекех пӗрне-пӗри юратса хисеплеҫҫӗ. Вӗсенчен кашниех ыттисен пурӑнӑҫне ҫӑлассишӗн хӑйсен пуҫӗсене хума та хатӗр. Ҫак хушӑра Радуб урайӗнче выртакан хӗҫне урипе перӗнчӗ. Вӑл ӑна илчӗ те ним хускалмасӑр выртакан Хӗллехи Юрӑҫӑ енне ҫаврӑнса (тен, леш вилсе те кайнӑ пулӗ) ҫапла каларӗ: — Кур-ха, вӑрман шуйттанӗ, эсӗ мӗн туса хутӑн! Хам тума шухӑшланӑ ӗҫ валли хӗҫ кирлӗ мар мана. Анчах кӑнтӑрла, пӗр виҫӗ сехет тӗлнелле, тавралӑх сӑн-сӑпачӗ сасартӑк улшӑнчӗ. Командующи хӑйӗн хӗрлӗ уссине чӗпӗткелесе илчӗ те, мана приказ пачӗ: «Гвоздев, ҫӗрле ҫав аэродром патне шавсӑр-мӗнсӗр, йӗркеллӗн, хӑйсен ҫынни пек, ҫывӑхарах пыр та, унтан тӑрук пеме тытӑнса, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кай, вӗсем тӑна кӗриччен пӗтӗмпех кутӑн-пуҫӑн ҫавӑрса тӑк, пӗр сволочь та вӗҫсе ан кайтӑр, терӗ. Вӑл пӗтӗм ӗҫе хӑй ҫине илчӗ: тирпейлесе хурассине, турттарассине, мӗнпурне пӗтӗмпех. Манӑн санран ыйтмалли пур: эсӗ паян каҫхине вӗсем патӗнче пулатӑн, пурне те асӑрхӑп тесе сӑмах пар мана; эсӗ кунашкал япаласенче пултарнине пӗлетӗп эпӗ, эсӗ хӗрарӑмсене манран лайӑхрах пӗлетӗн… — Тӑхтас, — терӗ шӑппӑн Паганель, майорпа Том Аустин ҫине пӑхса. — Суятӑн. Ман урапа хыҫҫӑн тепӗр урапа пырать, лавне тӳпелесе тиесе тултарнӑ пулин те, ӑна тӑватӑ вӑкӑр ним мар туртса пырать. — Хӑҫанччен сӑхса пурӑнӗ ку ҫӗлен пире? Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать: — Ырӑ турӑҫӑм, пурне те курса тӑракан, тӗрӗслӗхе юратакан турӑ!.. Ак ӗнтӗ часовой хӑйӗн пысӑк сассипе каллех: «Маркела», — тесе кӑшкӑрса ярать, каллех уланӑ сасӑ, каллех бомба ҫурӑлать; анчах ҫак сасӑпа пӗрле сире этем нӑйкӑшнӑ сасӑ тӗлӗнтерсе ярать. Урайӗнче тӳмме тупрӑн-им, хуҫалӑхра тӳмме те кирлӗ пулать, тесе хӗпӗртенипе кулатӑн-и? Санинӑн ирӗксӗрех икӗ стакан питӗ лайӑх шоколад ӗҫме тата темиҫе тутлӑ бисквит ҫисе яма тиврӗ: вӑл тин ҫеҫ-ха пӗрне ҫӑтса ярать — Джемма ӑна тепре илсе парать — ҫитрӗ теме майӗ те ҫук! Укҫа шутласа пӑхсан, вӑл оршада йӳнӗрех сутни, канфетсемшӗн икӗ крейцер ытларах илни палӑрчӗ. Эпӗ ӑна каҫартӑм. Ӗненӗр ҫакна, — эсир ӑна ҫӑлса хӑвартӑр. Ку ӗнтӗ вӑл лӑпланма ыйтнине пӗлтеретчӗ. Пур сасӑсем те сасартӑк чарӑнчӗҫ; пӗртен-пӗр доктор Ливси ҫеҫ, кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн чӗлӗмне туртса илсе, хытӑ сасӑпах хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ сӑмахне каларӗ. — Пӗлетӗр-и, сире мӗншӗн тапӑнма шут тытнӑ вӑл? Гленарванпа мӗнпур экипаж, вилес ҫын умӗнчи пек, ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ те, каякан кимӗ ҫине пӑхса, пӗр чӗнмесӗр шӑп пулса тӑчӗҫ. — Вӑл чӑнах та хаяр, — терӗ Робеспьер, — вӑл ялсене вут тӗртсе ҫунтарать, суранланнисене тӗп тӑвать, тыткӑна лекнисене тата хӗрарӑмсене персе пӑрахать. Ҫавӑнпа та санӑн канас пулать. Эпӗ сан пуҫна компрессем хурса ҫыхрӑм, вӗсене тивме юрамасть. — Ир, ир тытӑнатӑн ӗҫме, Петр Андреич, — терӗ вӑл, пуҫне пӑркаласа. Тусам, Алёша, каласан та ӗненмӗн эсӗ, эпир аэродром патне ҫул тӑрӑхах пытӑмӑр. Ун хыҫӗнчен пухӑнчӑклах мар, йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан ушкӑнпа свити куҫса пычӗ: лайӑх пӑхса усранӑ, ҫав тери хӳхӗм утсем утланнӑ штаб офицерӗсем, пӗр вунпилӗк ҫын. Пӗр хӗл иртсе кайрӗ, иккӗмӗш хӗл вара тепӗр япала, ҫиелтен пӑхсан ниме тӑманскер, ҫын та асӑрхамалла марскер, пулса иртрӗ, анчах ҫав япала пулман пулсан, мӗн пулса иртни те пулмастчӗ. Андрей чикарккӑ чӗркерӗ те, ӑна тӑрпасӑр лампӑран чӗртсе, пӳрт ӑшчиккине йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан вара, кил хуҫи арӑмӗ илтет пуль тесе, юриех ыйтрӗ: — Лампине сӳнтерес-и? — Кирлӗ мар, Андрюша… Чапӗ — турра, чуна кантарни — атте-аннене, усси — чиркӳпе тӑван ҫӗршыва… Вӑл шухӑшлать. — Ҫаксем пурте-и? — ыйтрӗ вӑл. Йӑл кулса вӑл тата хушса хучӗ: — Акӑ, хавасланать ӗнтӗ вӑл, ывӑлӗ чӗрӗлет! — Хӗрӗ вара питӗ те аванскер… — шӑппӑн каланӑ сарри. Халӗ акӑ ҫапла пулса тухрӗ: хӑшӗсем сухаласа пӗтерчӗҫ те выльӑхӗсене утӑ ҫулнӑ ҫӗре хатӗрлеҫҫӗ, эпир вара ҫаплах ҫӗртмепе аппаланатпӑр. — Ним чухлӗ те иккӗленместӗп, — терӗ хӗр. Оренбург крепӑҫӗсенчен пӗринче комендант пулнин мар-и? Ку машинкӑпа тем тума та пулать! — терӗ. Сирӗн — амӑшӗн чӗри питӗ пысӑк… Акӑ тинех тӗрӗс ҫын тупӑнчӗ; акӑ кама шанма юрать. — Катя, манӑн сире пӗр ҫынпа паллаштарас кӑмӑл пур. Сасартӑк унта пулнисенчен пӗри, чиркӳ ҫынни пулас, пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахса сӑмах хушнӑ. Ҫак ӗҫсем ҫинчен Акима каласа панӑ май, вӑл шӳтлесе тенӗ пек ҫапла каласа хучӗ: — Эпӗ хӗрарӑм пролетариачӗпе кӑна тӑрса юлтӑм. — Сывӑ пултӑр! — терӗ Шубин та. Тетрадьсене эпӗ кунта хунӑччӗ-ҫке, терӗм ӑна. Вӑл кӑкӑр кӗсйинчен васкамасӑр шӑмӑ тура татки кӑларчӗ, тарпа йӗпенсе ҫыпҫӑннӑ ҫӳҫне каялла тураса ячӗ, юсанса тӑчӗ, вара тин, лӑпланма тӑрӑшса, сӑмахсене тӗплӗн суйласа калаҫма пуҫларӗ: — Эпир пурте партие кӗресшӗн, урӑхла каласан, ҫак ӗҫе килӗштерекенсем эпир виҫҫӗн тупӑнтӑмӑр. Ачасем ҫав кунхинех поезд ҫине ларса Перт еннелле кайрӗҫ, вара каҫ пулса ҫитсен Малькольм Кэстле ҫитрӗҫ. Агитколонна йӗркелесенех ӑна сирӗн пата ярӑпӑр. — Э! — терӗ Касьян ҫатан ҫинелле пӗкӗрӗлсе. Пурне те хӑвӑрт та васкавлӑн тунӑ, анчах вӑхӑт вӑраххӑн шунӑ… Ҫумӑрсем пулмасан, тыррине ӑна хӑвӑртах акса пӗтерӗттӗмӗр-ха… Вӑл сывалсан, кунта килӗр. — Тӗрмене сӗкӗнсе кӗрес пуль? Хӑшӗ-пӗри, ӑна ҫилленсе, вырӑнтах тӑма канаш пачӗҫ, унсӑрӑн ӑна хӗссе-лапчӑтса вӗлерме пултараҫҫӗ. Йӗри тавра вара ҫав-ҫавах тӗксӗм, хаяр та тискер ҫутҫанталӑк. — Тӗнчере Джемма урӑх ҫук! — терӗ Санин. Сӑмах пирус чӗртессинчен ҫӑмӑлтарах вӗҫерӗнет, ҫавӑнпа эпӗ халлехе ятлаҫма та пӑрахрӑм тесе калама пултараймастӑп-ха. Лайӑххинчен урӑх мӗн кӗтме пултарнӑ эп ҫак паллашуран? Сунара кайма тата канма кашни кунах чарӑннине июлӗн 8-мӗшӗ тӗлне кимӗ пӗтӗмпе те ҫӗр мильӑна яхӑн ҫеҫ кайрӗ. Ыйӑх килмест Пурнӑҫ пӗр йӗрпе чупса пынӑ ҫӗртенех сасартӑк аяккинелле пӑрӑнса ӳкнисем, «бочкисемпе» «иммельмансем» пуҫланса кайни манӑн кун-ҫулӑмра пӗрре кӑна пулман. Урапа илме кайни, тӑрантас тӳрлетни, укҫа тӳлесе татни, ҫӗр выртмалли ҫуртра чей ӗҫни, дворникпе калаҫни — ҫаксем пурте мана хамӑн шухӑшсем ҫинчен манса кайма пулӑшрӗҫ. Шухӑшласа пӑхасчӗ малтан сирӗн — мӗншӗн? Мӗн тума?.. Марья Васильевна халӗ ҫеҫ йӗме чарӑнни куҫран пӑхсах палӑрать. Ылханлӑ чарлан! Журина хӑй ӗмӗрне пурӑнса ирттерни манӑҫа юлсан та, вӑл чул тӑва шӑтарса кӑларнӑ ҫӑлкуҫ типсе лармӗ, вӑл хывнӑ ҫул симӗс ҫеремпе хупланмӗ, чул тусем ҫинчи ращасем хӑрас вырӑнне хунаса кайӗҫ, хӑйсем патне вӗҫен кайӑксемпе тискер чӗрчунсене илӗртӗҫ, вара паянах пек каҫах урӑх хӗрарӑм хӑйӗнчен маларах пурӑннӑ ятсӑр хӗрарӑма ӑшшӑн савса тата ырласа аса илӗ. Мӗншӗн суяс ман? «Ӑна тӗкӗнмесен аванрах пулӗ» Ҫур ҫӗр иртсе пӗр сехет те ҫитрӗ пулӗ ӗнтӗ, эпир утрав ҫумӗнчен тинех хӑпрӑмӑр, сулӑ ытла майӗпен шунӑ пек туйӑнать. Эпӗ питӗ тарӑна, шыв тӗпне ҫитиех чӑмрӑм, мӗншӗн тесен ман ҫийӗн вӑтӑр фут ҫӳллӗш урапа ҫаврӑнса иртмелле-ҫке, ӑна вырӑн нумай кирлӗ. — Эпӗ турӑм. — Ҫапах та, унӑн пӗр ури пулнӑ-ҫке? Халӗ ӗнтӗ ӗнер калама юраман ӗҫ ҫинчен каласа пама юрать, мӗншӗн тесен ӗнер ку ӗҫ вӑрҫӑ секречӗ пулнӑ. Тӑшман патне темиҫе метра кӑна ҫывхарма пулать, ҫирӗп флангсем ҫук, тепӗр чух лайӑх ҫирӗплетнӗ тыл та ҫук, кӑштах е ытларах инкек курса чупса тухма пултарнӑ урамсем ҫеҫ пур. Ӗненӗр ҫеҫ эсир мана. Юрпа витӗнмен чуллӑ сӑрчӗ ҫеҫ — ҫӳлтен кӗрлесе анакан шывӑн сакки — чуна ҫӳҫентерекен сӑнар кӗртет. Вӗсем темиҫе салтака амантрӗҫ, паллах, чӗррӗн илсе ҫитерме приказ илмен пулсан, лешсем вӗсене вӗлеретчӗҫ пуль. Пур енчен те сасӑсем янӑраҫҫӗ: «Сталин юлташа урра!» Оленин куҫӗ умне тусем хушшинчи пӗр-пӗччен хӳшӗ тухса тӑрать, хӳшӗ алӑкӗ умӗнче ӑна ҫав хӗрарӑм кӗтсе тӑрать; ҫав вӑхӑтрах Оленин, ырнӑскер, тусанланса, юнланса пӗтнӗскер тата мухтава тухнӑскер, ун патне ҫаврӑнса ҫитет. Юхса каякан сулӑ ҫинче, чи хӗрринчех, Фомана тӳртӗн Саша тӑнӑ; унӑн илемлӗ кӗлеткине пӑхса, Фома ирӗксӗрех Медынскаяна аса илнӗ. Пӗчӗк бухтӑри ҫутӑ шыв ҫине йӑлтӑркка кӑвак тусемпе пӗлӗтӗн чечен мӗлки ӳкет, тата таҫта шыв тӗлӗнче темле ытармалла мар илемлӗ мӗлке курӑнса тӑрать, вӑл ҫинҫерех кӑна та чечен, — тен, вӑл инҫетрен, ҫуртсенчен илтӗнекен музыка пулӗ, тен, вӑрмансен шыв ҫине йӑсланса анакан шӑрши, е радиопа юрлакан майран ирӗклӗ те вӑйлӑ сасси мар-ши, — ҫав сасӑ ҫӗрпе тинӗс ҫийӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗклӗн янӑрать, пейзажпа пӗр тӑван пек пулать, вӑл ҫавӑнпа та таҫта ҫакӑнта, тусем хушшинче пурӑнакан темӗнле чӗрчунӑн сасси пек туйӑнать. Вольмер Корчагин ҫине куҫӗсене хӗссе, чалӑшшӑн пӑхрӗ: — Пар-ха сана акӑ кружок е тата мӗн те пулин, вара Лев та май килсен «Мӗн эсир ӑна ӗҫпе тултартӑр? тесе хурать. Виллине ӑҫта шырамалла? — Эпӗ кӑна хирӗҫ тавлашмастӑп, — татса хучӗ Базаров: — эсир ку тӗлӗшпе тӗрӗс, тесе килӗшме те хатӗр эпӗ. Купӑсӗ ҫухӑрать, кӗввинчен аташа-аташа каять, халӑх варринче акӑш-макӑш сарлака хӗрлӗ галифе тӑхӑннӑ шухӑ кавалерист ӗкӗрме ҫук хӑвӑрттӑн гопак тӗпӗртеттерет. Эпӗ мансах кайнӑ. Эсӗ, вӑл сыр ҫинчен ӗмӗтленни ҫинчен каларӑн-и-ха? Юрать. — Йывӑр, анчах ун ҫинчен хӑҫан та пулсан шухӑшласа пӑхмаллах вӗт-ха. Ҫӗҫӗ питех те усӑллӑ япала, анчах ун хыҫӗнче лайӑх организациленнӗ пропаганда тӑрать пулсан ҫеҫ. Тӗттӗм пулсах ҫитеймен-ха, каҫ тӗксӗмлӗхӗнче те вӑл, типӗ мӑк тупас тесе, хӑй йӗри-тавра хыпашлама тытӑнчӗ. Ун умӗнчен иртсе, танк малалла кайрӗ. Ун чухне вӑл Горн сӑмсахӗнчен экватор патнелле е ҫак Америка континенчӗн кӑнтӑрти вӗҫнелле каякан америка е акӑлчан карапӗсене яланах тӗл пулнӑ. Анчах апла пулсан… Ача, чӗмсӗррӗн тӗлӗнсе, хӑйӗн чармак куҫӗсемпе хӗвел еннелле пӑхать. Ытлах ҫивӗч ӑслӑ пулман Гек хирӗҫ мӗнле ответ калассине шухӑшласа тупма та ӗлкӗреймерӗ, ӑна Томпа пӗрле миссис Дугласӑн хӑна пӳлӗмне чышса та кӗртрӗҫ. Анчах эпӗ ӑна этем йӑхӗ ҫинчен каласа панӑ чухне ҫав уйрӑмлӑхсем ҫинчен е пӗрре те асӑнаймарӑм, е вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫинчен кӑна каласа патӑм пулас. — Нумайранпа курӑнмарӑр-ҫке эсир. Тепӗр тесен, Шубин та, Андрей Петрович та… хам мӗн каласшӑн пулнине хам та пӗлместӗп. …Пирӗн пата ҫӳреме кӑмӑллӑ ӑна; эпӗ ҫакна куратӑп. Цветаева вӑл темиҫе хутчен те нимӗн палӑртмасӑр, юлташла, йывӑр самантсенчен хӑтарса пычӗ. Ҫывхарса килекен каҫхи тӗттӗмре эпӗ мӗнпур хӑрушӑлӑхран та хӑтӑлма пултарнӑ пулӑттӑм, сасартӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм та Савельич ҫуккине асӑрхарӑм. Каларӗ те лешӗ тинкерсе пӑхнинчен пӑрӑнса тӑчӗ. Унтан, хӗр патне ҫӳремелли ҫула питӗрсе лартас тесе:— Ҫавӑнпа та пирӗн иксӗмӗрӗн усӑсӑр вӑхӑта ирттерме те кирлӗ мар, — тесе татса хучӗ. Унтан вӑл мана Флоренцине ҫыру ячӗ… Прилив ӑна тата ҫывӑхарах хӑваласа килнӗ. Артур хӑйне сӗннӗ стакана тӗртсе ярса, сӗтел ҫине таянчӗ те, шухӑшӗсене йӗркелеме тӑрӑшса, аллине ҫамки ҫине хучӗ. Ӑҫта кӑна вӗренсе ҫитнӗ-тӗр вӑл ҫав ӑсталӑха! Пӗр хушӑ шавланӑ хыҫҫӑн, юханшыв лӑпланчӗ, каллех ҫырансем хушшине вырнаҫрӗ, хӑйӗн вӑйлӑ ҫурӑмӗпе пароходсене, баржӑсене, шыв ҫинчи трамвайсене ҫӗклесе ҫӳреме пуҫларӗ, — ҫак йывӑр кунсенче вӗсем столицӑри сайралса юлнӑ автотранспортшӑн ӗҫленӗ. «Тытрӑмӑр!» терӗҫ ҫав вӑхӑтра тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ теҫетниксем. Хӑйӗн йӑпанӑвӗсемшӗн сайра хутра ҫеҫ мар ӑна патак та леккелесе, вӑл талӑкӗ-талӑкӗпе ахлатса ҫӳретчӗ. Ҫитменнине тата вӑл (хӑй калашле) бутылка тӑшманӗ те пулман, урӑхла каласан, ытларах сыпма юрататчӗ. Кӑвайт каллех чӗрӗлчӗ, анчах халь вӑл вӑйлӑрах, ҫутӑрах ҫунчӗ, мӗлкесем каллех вӑрман еннелле ыткӑнчӗҫ, унтан татах кӑвайт патне ҫывхарса, ун тавра пӗр сассӑр, хирӗҫнӗ пек пулса, чӗтреме тытӑнчӗҫ. Анчах ку — паҫӑр пулнӑ. Халӗ ак — кашнийӗ ҫинчен уйрӑммӑн калаҫма пикенсен, итлекенсем сасартӑк улшӑнса кайнӑ. Турӑш умне ҫурта ҫутса лартмаллаччӗ те ҫуртине Степанида ӑҫта хунине пӗлейместӗп. Мана валли юрӑхлӑ пӳлӗм уйӑрса пачӗҫ, анчах унӑн алӑкӗ умне хурал тӑратрӗҫ. Ялан плансем те плансем, а эпир, чӗрӗ ҫынсем, ӑҫта? Пӑхатӑп: вӑрмантан такам кӑвак лашапа тухрӗ те ҫывхарса пычӗ, юлашкинчен вара ҫырма леш енчен пирӗнтен пӗр ҫӗр чалӑшра чарӑнса, хӑйӗн лашине урса кайнӑ пек ҫавӑркалама пуҫларӗ… Ӗҫмелли тесен, сӑртсем ҫинчен юхса анакан шывсемпе ҫырма шывӗсем пулаҫҫӗ, вӗсем ҫине пӑртакҫӑ ром тумлатса ярсан, ӗҫме калама ҫук кӑмӑллӑ; ку шывсене вӑкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ «чиффль» текен мишуксемпе илсе пыраҫҫӗ. Вӑл нушаланса пӗтнӗ, халтан кайнӑ, унӑн шухӑшлама та вӑй ҫук; пӗр сас кӑлармасӑр асапланать, такам терт кӑтартакан вӗҫен кайӑк пек салхуллӑн-салхуллӑн пӑхать. Сасартӑк унта тӗтӗм тухни курӑнчӗ те, тепӗр пулька шӑхӑрса иртрӗ. Тен, лашасӑр хуҫалӑхпа пурӑннӑ пулсан, вӑл хапсӑннӑ та пулӗччӗ, анчах ашак таврашӗ ҫук-ҫке-ха пирӗн, вӗсене вӑл хӑй ӗмӗрӗнче те курман. Казимир Михайлович, пӑхӑр-ха, епле ытармалла мар ача… «Мӗншӗн каймалла? Унта та кунта ҫурт-хуралтӑн пӗрешкел йӗрӗсем, юпасем, ҫакӑнчӑк ҫулсен пралукӗсемпе мачта шӑтӑкӗсем, ансӑр каналсенче ишекен тиевлӗ шаландӑсем курӑнаҫҫӗ. — «Хӗрача, тухса кайнӑ чух алӑка хытӑрах хупса хӑвар», — йӗкӗлтенӗ пек кулса вуларӗ старик. Шыв хӗрри патӗнче вӑрман ҫумӗнче айлӑмсем пулнӑ, унта выльӑх ҫимелли сӗтеклӗ курӑк ӳснӗ. Темиҫе парти, апла пулсан, партисен ирӗклӗхӗ те антагонислӑ классем, интересӗсем тӑшманлӑ тата килӗштерейми классем пур обществӑра анчах, калӑпӑр, капиталистсемпе рабочисем, помещиксемпе хресченсем, кулаксемпе чухӑнсем т. ыт. те пур обществӑра анчах пулма пултарать. Никита Ильич мана сирӗн пирки пӑтраштарса ячӗ, хӑй турра ӗненми пулчӗ, мана та ҫавӑн пекех турӗ… — «Мӗнле пил пама?» Хӑй ҫаплах шутлать те шутлать, юлашкинчен пӑтрашӑнса кайрӗ, карҫинккине те кашӑк шутне кӗртсе хучӗ, ҫавӑнпа унӑн виҫӗ хутӗнче тӗрӗс тухрӗ, тепӗр виҫӗ хутӗнче — тӗрӗс мар. Пӗртен-пӗр Кондрат Майданников анчах вакӑр пек ҫавӑрттарать, леш, Аким Бесхлебнов, Куженков Самоха е тата ҫав хӑйӑлти шӑрпӑк Атаманчуковпа ыттисем вара — вӗсем вӗри куҫҫулӗ кӑна, сухаҫӑсем мар! Ӗмӗрте те вӗсем плуг аврине тытса курман тейӗн. — Пӑсӑлать ҫав, — килӗшрӗ Алексей. — Мӗнле пултӑр тата, тепӗр пилӗк ҫул хусах пулса ҫӳресен, пӗр хӗрарӑм та килес ҫук. Слива пӗкӗрӗлсе курпунланнӑ та, ӳркевлӗскер, взводран взвода ҫӳрет, тӑраслӑха тӳрлетет, кӗске те тӳрккес асӑрхаттарусем тӑвать. — Кайнӑ-кайманах тӗрӗслемелле-и? Климка, кам та пулин вӗсем калаҫнине илтесрен именсе, сиксе тӑрса кухня алӑкне хупса хучӗ. Павка ҫаплипех, хӑйӗн тулса ҫитнӗ ҫиллипе пӗтӗм чунран калать. Болотин кун пирки хыпӑнса пӗлтерчӗ, анчах Волошина вӑл хӗпӗртесе пӗлтернӗн туйӑнчӗ. Ҫавӑн пек иккӗленекен, хӑюсӑр хӗрарӑмпа ун пек ӗҫ ҫинчен калаҫма та юрамасть ҫав. Ҫӗҫӗ те кинжал курӑнса кайрӗ, пӑшал кӳпчекӗсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ. — Ак ку камӑн? Сулӑ ҫук, вӑл вӗҫерӗнсе юхса кайнӑ. Малти повозки ҫинче, кӗске хӳреллӗ лашасене тилхепе вӗҫӗпе ҫаптаркаласа, Семён Дегтярев ларса пырать, — хӑй вӑл пӗтӗмпех вараланса пӗтнӗ, анчах савӑнӑҫлӑ, эрех ӗҫне чухнехи пек хӗрсе кайнӑ. Козаксем хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартнӑ мӗнпур ҫапӑҫусене, ҫакӑн пекех кампани мӗнле аталанса пынине ҫырса пама кирлӗ мар: вӗсене пурне те летопись страницисем ҫине ҫырса хунӑ. Марийка часах тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Ун куҫӗн шӑрҫисенче ҫап-ҫутӑ, ҫивӗч пӑнчӑсемпе уйӑх ҫути ялтӑратчӗ. Патак ҫине тайӑнса, вӑл ҫырмаран ывӑнчӑклӑн хӑпарма пуҫларӗ; Анчах ҫаврака хурҫӑ пружина питӗ чӑкӑлтӑш-мӗн, ниепле те хӑй вырӑнне кӗрсе ларасшӑн мар, аслашшӗ ҫапах та чӑтӑмлӑ. — Мӗн пулчӗ сана? — терӗ вӑл, мана хуллен тӗксе. Эпӗ чул хыпашласа тупрӑм, ӑна аялалла персе ятӑм, — курӑк кӑштӑртатса карӗ. Наталья хӑй ҫывӑхӗнче пулнӑ чухне вӑл яланах темӗнле тӗлӗнмелле сӑмах персе яма е хӑрушӑ ӗҫ туса хума пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫак хурлӑхлӑ вӑхӑтра та хӑй сисмесӗрех мӗн те пулин каласа ярасран хӑрарӗ. Экспедицин задачи пысӑк пулнӑ пулин те, ҫав вӑйлӑ та ҫивӗч, тем пысӑкӑш ула кушак уҫланкӑна сиксе тухсан, юланутсем ӑна астумасӑр хӑварма пултарайман. Хӑна пӳлӗмне Володя килсен, Катенька патне ҫывхарнӑ чух унпа та ҫакнашкалах пулчӗ. Вӑраххӑн, тетӗр-и? Вара пустуй япаласем пурте, ниме кирлӗ мар сӑмахсемпе шухӑшсем пурте, йӑлӑхтарса ҫитернӗ килӗшӳсӗр япаласем пурте, трактир таврашӗнчен йӑлтах — тӗтӗм сирӗлнӗ пек тӗлӗнмелле сирӗлсе саланса каятчӗҫ; пурин ҫинелле те урӑхла пурӑнӑҫ сывлӑшӗ, юратассипе те хурланассипе пулнӑ, шухӑша яракан таса пурӑнӑҫ ҫине килсе тӑратчӗ. Пӗчченех суда пачӗ, ыттисем памарӗҫ, — хӑрарӗҫ. Полк аэродромӗ ял ҫӗрӗн кӗтӳ ҫӳретмелли ахаль ҫеремӗ ҫинчех вырнаҫнӑччӗ, ун ҫинчи тӗмескесемпе каюра чавса кӑларнӑ тӑпра куписене ҫеҫ кӑшт-кашт каскаласа тикӗслеткеленӗччӗ. Тен, каяссине ырана хӑваратпӑр? Вӑл ӑна ку ҫырӑва ятарласа ун йӗрне шыраса тупас тесе Франкфуртран ҫыратӑп, терӗ; эсир мана ответ парасса кӗтме манӑн нимӗнле тивӗҫ те ҫуккине питӗ лайӑх пӗлетӗп, эсир мана каҫарас ҫук, эпӗ ӑна тивӗҫлӗ мар, эсир телейлӗ пурӑнса, ман ҫинчен тахҫанах маннине ҫеҫ шанма пултаратӑп эпӗ, терӗ. Ҫав каҫхине эпӗ ҫывӑрмарӑм, хывӑнмарӑм та. — Юрать. Эпӗ хӑнана ҫӳреме хатӗрленетӗп Тепӗр кун вӑрансан, пуҫа пырса кӗнӗ пӗрремӗш шухӑш Колпиков мыскари пулчӗ; эпӗ каллех мӑкӑртаткаларӑм, урай тӑрӑх кумса ҫӳрерӗм, анчах ним тума та ҫук; ҫитменнине тата эпӗ паян Мускавра юлашки кун пурӑнатӑп, ҫавӑнпа манӑн, атте хушнӑ тӑрӑх, хӑнана кайса ҫӳремелле, кам-кам патне каймаллине вӑл хӑй хут ҫине ҫырса пачӗ. Юлашки вӑхӑтра унӑн пӗр Вакханки пирки нумай шавларӗҫ; вырӑс графӗ Бобошкин, паллӑ пуян, ӑна 1.000 скуди парса туянма хатӗрленнӗ, анчах тепӗр скульптора, француза, «Юратӑва пула Ҫуркунне Генийӗн кӑкӑрӗ ҫинче вилекен ҫамрӑк хресчен хӗрне» туса кӑтартнӑ кӗлеткесемшӗн 3.000 скуди пани лайӑхрах пулӗ тенӗ. — Пултараймастӑп! — кӑшкӑрса янӑ Маякин. Куҫӗсем ун шиклӗн выляма пуҫланӑ. Леш ватӑ тӑмпуҫ ӑна сутса янӑ, укҫине мана та пӗртте памарӗ, ахалех пӗтрӗ вара укҫа. Сайра хутра слободкӑна таҫтан ют ҫынсем килеҫҫӗ. А эсӗ — ав епле туса хутӑн!.. — Р-ромуальд! Сири анахоречӗ, кӳр, эп сана ыталаса чуптӑвам! — ахӑрса ячӗ вӑл, тӗттӗм пӳлӗме янӑратса. Вӑл, Корчагин, массӑпа уйӑрӑлми хутӑшса кайрӗ; кашни красноармеец пекех, «эпӗ» тенӗ сӑмаха манчӗ, «эпир» тенӗ сӑмах ҫеҫ юлчӗ уншӑн: пирӗн полк, пирӗн эскадрон, пирӗн бригада. Лилипути ҫӗрне лекиччен эпӗ, чухӑн та сӑпӑ ҫын, нихҫан та патшасен ҫуртӗнче пулса курман. Пачӑшкӑ кӗлӗ вулас енӗпе маҫтӑр шутланнӑ. Ҫумӑрта-и, пылчӑкра-и, ӑна килӗрен киле чупма тивет; тӑвӑлта, сурхури сиввисенче вӑл, пӗр ми-нутлӑха та пулин ҫилленсе ҫитнӗ ҫын кӑшкӑрашнипе тӗккеленинчен хӑтӑлас тесе, пӳрт умне тухса тӑрать. — Апла та, пурпӗрех кӑмӑл хуҫӑлать. Бредис патне чупса пыратӑп та калатӑп: «Комрота юлташ, суд тутӑр вӗсене трибунал. Ҫавӑ Зеб кӗтмен ҫӗртен пулнӑ. Мӗн вара? «Уйӑх патне ҫитме мӗн тери инҫе!» — тейӗн тата эсӗ, ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра ҫутӑ пайӑрки Уйӑх патне ҫитме те ӗлкӗрет. Унта Петров ним хускалмасӑр ларнӑ, хӑй чӗп-чӗр юн пулнӑ. Пуҫӗ ҫине картонран тунӑ ылтӑн уйӑх чикнӗ воспитательница утса пыракансен ушкӑнне урӑхлатрӗ. Намӑс ҫав, вӑрҫӑ йывӑрлӑхӗсене пирӗнтен те ытларах чӑтса ирттереҫҫӗ-и тен вӗсем. Старик тӑчӗ, кресло ҫине ларчӗ, сухалӗнчен ярса илсе, хӑйӗн пӳрнисене ҫыртма тытӑнчӗ… — Манӑн, сирӗн преосвященство, нимӗншӗн те кӳренмелли ҫук. Ах, пурнӑҫ! Анчах ӑна часах шарлак шыв евӗр васкавар та ниепле ирттерсе яма ҫукла вӑрӑнкӑҫ ӗмӗтсем ҫавӑрса илчӗҫ ҫӗнӗрен. Ҫӑл тараси кӗриклете-кӗриклете илет, пусӑ витри кӗмсӗртеткелет. — Кунӗпех ура айнелле пӑхса пыратӑн-ҫке-ха, ҫавӑнпа пуҫ ҫаврӑнать те. Володя чӗлӗмне ӳкӗренҫи туса, ерипен пӗшкӗнчӗ те чышкипе куҫне шӑлса илчӗ, вара ҫынсене систермесӗр пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Юнкун каҫхине вӑл Джемма патне: мӑнкунӑн иккӗмӗш кунӗнче пыратӑп, тесе ҫырса ячӗ те, ҫывӑрма кайрӗ. Самолёт ҫывӑхрахчӗ, курӑнасса та нихҫанхинчен уҫӑмлӑрах курӑнатчӗ. Эффект кӑтартас ӗмӗчӗ вара — вӗсен каҫса кайса киленесси; провинцири хӗрсемпе хӗрарӑмсен кӑмӑлӗсене ҫавӑн пек ҫынсем ытармалла мар килӗшеҫҫӗ. Яков, картах сиксе, йӳҫҫӗн кулса илчӗ: — Револьвер лайӑх персе ячӗ, пуля мана ураран тивме пултарнӑ, халь акӑ брюки ҫинче кӑна шӑтӑк юлчӗ… Колчо ӑна хӑлхинчен каласшӑн пулчӗ, Огнянов пӗшкӗнчӗ. Тепӗр ҫур сехетрен кӑна, ҫын хӑйӗн карланкине темӗнле ӑшӑ япала юхса кӗнине туйрӗ. Пӗр аллипе курӑкран тытса, тепринчен Элена ямасӑр Гленарван пӗр вырӑнта чарӑнса тӑчӗ. Анчах питӗ ҫӑра. Андрей килте темле харкашу пулнине чухласа илчӗ те шӑлнӗне чарчӗ: — Тӑхта, Васятка, эпӗ хамах, — терӗ. Кунта — ҫап-ҫара пӗр улӑх, унта — пӗчченлӗ бухта, инҫе-инҫе тӑманлӑ тӗтӗрере ҫухалса выртакан залив. Ученый-географа илсен, вӑл вара яхта ҫинче, сӑмах та ҫук, пуринчен те телейлӗрех этем. Пӗр самант хушши вӑл чӗнмерӗ, амӑшӗ те ун ҫине пӗр сӑмахсӑр пӑхрӗ. Мӗн эсӗ кунта ҫӑмарта хуппине шӑтӑртаттаратӑн? — ун майлӑ пулчӗ Устин Рыкалин. Часовой ӑна ҫул парса, малтан сулахай еннелле тӑчӗ, — Ерофей Кузьмич та темшӗн ҫавӑнталлах пырса тӑрӑнчӗ, унтан тарӑхнӑ часовой сылтӑм еннелле пӑрӑнса тӑчӗ — Ерофей Кузьмич та унталлах. Мӗн пулса иртни те, урисем ыратни те халь ӑна хӑрушшӑн туйӑнмарӗҫ. Ӑна мӗнле йӗркеллӗ тытса усратӑн-хӑ? Кашни кунах ҫӑвӑнас пулать, — терӗ вӑл вӗрентнӗ пек. …Хӗвел анчӗ, вӗсем вара, ывӑннӑскерсем, ҫаплах стан патнелле утаҫҫӗ. Ун сӑмахӗсенчен акӑ ҫакӑ палӑрса тӑратчӗ: ҫынна хӑй мӗнле пурӑнас тенӗ пек пурӑнмашкӑн икӗ вӑй — турӑ тата ҫынсем кансӗрлесе тӑраҫҫӗ пулать. — Чӑнах та савӑнӑҫлӑ эп, туршӑн та! — кӑшкӑрнӑ Ежов, сӗтел ҫинчен сиксе анса. Унта та кунта лутра креслӑсем, стена ҫинче тӗтреллӗ тӗкӗр шуралса ҫакӑнса тӑрать. Черет улӑштарма Вильсон килнӗ чухне Паганель питӗ тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ. Анчах Муани-Лунгӑран ҫунса пӗтеймен темиҫе шӑмӑ ҫеҫ юлнипе хальхинче урӑхла тумалла пулчӗ. — Туршӑн та-и? — хавхаланса ыйтрӗ Сергей. — Мӗн тӗлӗнмелли пур-ха кунта, тусӑм? — терӗ Халл капитан. Акӑ сирӗн урӑр патӗнче, эсир тин ҫеҫ вӗлернӗ ҫын выртать, эсир тата манран хӑвӑр мӗншӗн ӳкӗнмелли ҫинчен ыйтатӑр! — Акӑ, сана халех хулана илсе каяҫҫӗ… Ашаксем кӑшкӑрнӑ сасӑ та килӗшсех каймасть, ҫапах та вӗсен сасси ехусен ҫӳҫентерсе яракан хӑрушӑ сассинчен авантарах шутланать. Татариновсем патӗнче хам пурӑннӑ вӑхӑтра, хӗлле, Катька взрывсене юратма пуҫларӗ. Ҫак ҫӗршывра тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ пулсан, унӑн икӗ ураллӑ этемӗсем мӗн тунӑ пулӗччӗҫ-ши, тесе шутларӑм. Вӗсем, ахӑртнех, тӗнчери чи ӑс-тӑнлӑ ҫынсем пулмалла. Ҫак шухӑш мана ҫав териех хавхалантарса ҫӗклентерсе ячӗ те, эпӗ вара мӗнле те пулин ҫурт е кунта пурӑнакан ҫынсенчен пӗринпе тӗл пуличченех малалла кайма шутларӑм. Анчах ула-чӑпар тимӗр-кӑвак пӗрремӗш лаши эпӗ каясшӑн пулнине асӑрхасанах ман хыҫра ҫав териех хыттӑн кӗҫенсе ячӗ те, вара хам ӑнланнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Эпӗ самантрах каялла ҫавӑрӑнтӑм, хам пӑлханнине систермесӗр вӑл мӗн хушасса кӗтсе ун патне пырса тӑтӑм. Икӗ лаши те ман пата пычӗҫ, вӗсем ман ал-урасемпе пит-куҫӑма тимлӗн сӑнаса пӑхма тытӑнчӗҫ. Тимӗр-кӑвак лаши темиҫе хутчен малти сылтӑм урипе ман шлепкене тӗртсе илчӗ, ҫакна пула шлепке хӑрах айккинеллех чалӑшса ларчӗ, вара ман ӑна ирӗксӗртенех хывмалла пулчӗ. Тӳрлетнӗ хыҫҫӑн, эпӗ каллех шлепкене тӑхӑнтӑм. Шлепкене ҫапла тӑхӑнни икӗ лашине те хытӑ тӗлӗнтерчӗ. Хура турӑ лаши ман сӑхман аркинчен сӗртӗнсе пӑхрӗ, сӑхман арки ирӗккӗн усӑнса тӑни иккӗшне те пит тӗлӗнтерсе ячӗ. Ҫав хура-турӑ лаши урипе мана сылтӑм алӑран сӑтӑрса ачашларӗ, вӑл манӑн ӳт тӗсӗнчен тата ҫемҫинчен ҫав тери тӗлӗнчӗ пулмалла. Вӑл хӑй урин пакӑлчакӗпе чӗрнисем хушшинче ман аллӑма ҫав териех хытӑ чӑмӑртарӗ, эпӗ вара ыратнипе йынӑшса ятӑм. Лаша самантрах ман алла ячӗ, ҫакӑн хырҫӑн вӗсем иккӗш те мана ыраттарас мар тесе хуллен те питӗ асӑрханса ҫеҫ сӗртӗнкелеме тытӑнчӗҫ. Вӗсем ман урари чӑлхасемпе пушмаксенчен ҫав териех тӗлӗнсе кайрӗҫ, вӗсене чылайччен хыпашласа пӑхрӗҫ, хӑйсем тӗлӗннипе вӗсем кӗҫенсе тата пӗр-пӗрне темскер кӑтарткаласа илчӗҫ. Пӗтӗмӗшпе илсе каласан, ҫак выльӑхсем хӑйсене пӗлсе те ӑс-тӑнлӑ тыткаларӗҫ, эпӗ вара ирӗксӗрех хам умра темӗнле асамҫӑсем тӑмаҫҫӗ-ши, вӗсем мӗнле те пулин сӑлтавпа лашасем пек пулса, хӑйсене хирӗҫ тӗл пулнӑ ют ҫӗршыв ҫыннипе ӑшӗсем каничченех интересленесшӗн пулнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм. Тен, вӗсем чӑнласах та, сӑн пичӗпе тата ҫи-пуҫӗпе ҫак инҫетри ҫӗршывсенче пурӑнакансенчен вуҫех урӑхла ҫынна курнипе тӗлӗннӗ пулмалла. Ҫапла шутланӑ хыҫҫӑн, эпӗ вӗсене акӑ мӗн каласа пама хӑйрӑм: «Джентльменсем, эсир чӑнласах асамҫӑсем пулсан, эсир пур чӗлхене те ӑнланма тивӗҫлӗ. Ҫавӑнпа сире хисеплесе эпӗ хам мӗскӗн акӑлчан ҫынни пулни ҫинчен пӗлтерме, хамӑн телейсӗр ӑраскалӑма пула, сирӗн ҫӗршывӑн ҫыранӗ ҫине килсе инкеке лекнӗ ҫын пулни ҫинчен каласа пама хӑяс, терӗм. Каҫалапа Сывлӑшри Ҫар Вӑйӗсен (ВВС) комплектовани пайӗн комиссийӗ пычӗ. Пӑхӑр-ха, акӑ эпир иксӗмӗр ӑслӑ ҫынсем ӗнтӗ, пур япала ҫинчен те вӗҫӗ-хӗррисӗр тавлашма май пур иккенне пӗлетпӗр эпир, ҫавӑнпа тавлашмастпӑр та, эпир пӗр-пӗрин чи вӑрттӑн шухӑшӗсене пурне те пӗлсе тӑратпӑр темелле; пӗр сӑмах хускатсан та, пирӗншӗн пӗтӗм истори. Илья Моисеич салтакчӗ, анчах епле ылтӑн ҫынччӗ! Марьяна кулмаллипех кулса ячӗ те кӗпи умне уҫрӗ. Пирӗн ҫывӑха сӑрӑ Überrock тӑхӑннӑ палламан господин ларчӗ, кофе ӗҫрӗ, чӗлӗм туртрӗ, пирӗнпе нимӗн те калаҫмарӗ. Er rauchte sein Pfeifchen und schwieg still. Унтанпа темиҫе эрне те иртрӗ, анчах суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗ ним чухлӗ те улшӑнмарӗ. Амӑшӗ крыльца ҫинчен анчӗ, анчах кунтан ӑна халӑх хупӑрласа илнӗ Михайло курӑнмарӗ, ҫавӑнпа та вӑл каллех картлашка ҫине хӑпарчӗ. Ҫапла вара, Айртон тытса пыракан ҫул чӑнласах хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑма илсе пырать пулсан, тепӗр хӗрӗх сехетрен сӑртсен тепӗр енчи тӳрем ҫӗрӗ ҫине тухма пулать. Пурнӑҫ! Тӗлӗнмелле, хам туйӑмӑн мӗнпур вӑйӗ ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ хыҫҫӑн ҫав самантрах ку туйӑм пӗчӗкленме пуҫланине сиссе илтӗм. Пире мӗн пӳрни вӑл, ачам, пирӗншӗн пуриншӗн те — якӑр. Городцов килхушшине кӗрсе хӑвӑрт та тӗплӗн йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнсанах, Воропаев хӑйӗн вӑрҫӑра аталаннӑ уйрӑм сисӗмӗпе тӳрех ку ҫын ҫирӗп, ӑслӑ салтак тата, вӑйлӑ хуҫа пулнине тавҫӑрса илчӗ. Анчах вӑл пурне те тимлӗн итлетчӗ, вара хӑйне мӗн те пулин интереслентерет пулсан, тӗпӗ-йӗрӗпех те ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме тӑрӑшатчӗ, хӑй яланах темскер хӑйӗнни ҫинчен шухӑшлатчӗ, пурне те хӑй виҫипе виҫетчӗ. — Сирӗн хушаматӑрсем мӗнле? — илтӗнчӗ унӑн сасси. Алӑк патӗнче вӑл хӗр ӳт-пӗвӗ ҫинелле пӑртаккӑн тайӑлнӑ, ӳсӗр ҫын евӗр, енчен енне сулкаланса тӑракан Элиава курнӑ. Вӑл, Медынская ҫинелле пӑхса, кула-кула илнӗ. Кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ господин каллех кулса ячӗ. Эпир ахаль ҫынсем ҫеҫ, тӗттӗмскерсем… Юлашкинчен аслатиллӗ ҫумӑр хӑиен пӗтӗм вӑйне пуҫтарса халиччен курман вӑйпа ашкӑнма пуҫларӗ; пӗтӗм утрава вӑл татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерсе, ӑна ҫунтарса ярас пек, йывӑҫ тӑррисем таранах шывпа тултарас пек, ҫӗр пичӗ ҫинчен те шӑлса ывӑтас пек туйӑнчӗ. Ҫапах та нимӗҫсем Бологое патне пырайман, вӗсен вара ирӗксӗрех кӑнтӑралла куҫмалла пулнӑ, ку тӗлте хӑйсем те оборона линине йышӑннӑ та малалла кайма пултарайман. Темиҫе минут иртсен пурте вырӑнӗсенчен хускалчӗҫ. Директор килет тесе пӗлтерчӗҫ. Вӑл «фальша» тесе калать пулсан, иконӗ хаклӑ та сайра ҫеҫ тӗл пулаканскер пулатчӗ. Санин куҫхаршийӗсене кӑштах усрӗ. — Ҫӗр хута мӗн ҫапкаланса ҫӳретӗн-ха эсӗ кунта? Эпӗ ӑна, усала, йӗркеллӗ пытарӑп, ун тӑпри ҫине ларса макӑрӑп… Сӑмах май каласан, экспедици валли вӑл ҫӗрӗшнӗ тумтир туянчӗ, сутакантан уншӑн пысӑк взятка илчӗ. Ҫынна эмеллессине лешӗ субботник вырӑнне хурать, ҫав субботникре врач та, сывмар ҫын та пӗр танах ӗҫлеҫҫӗ. Анчах сасартӑк тӗкӗр витӗр курӑнса кайнӑ сӑнӗ пачах урӑхла кӑтартрӗ: ҫав тери чечен, ачанни евӗр сӑн-питлӗ иккен вӑл, хура куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, тутисем вара, чун ҫунтармӗш, ытарма ҫук илемлӗн, йӑл-йӑл кулаҫҫӗ. Ну-ка, ҫӗре ларт-ха. — Эсӗ мӗн, пӗтерсе хурасшӑн-им ӑна? Игумен чӑтса тӑраймарӗ. Павелпа Андрей нимӗн те асӑрхаман пек, хӑйсене ӑсатакан сасӑсене те илтмен пек пычӗҫ. — Пӗлместӗп. Унтан каллех пӗрре куҫне уҫса, тепре хупса, пӑшӑлтатрӗ: — Живете, иже-жи, земля, наш… — Пӗлместӗп, сэр, — ответлерӗм эпӗ. — Ҫак телейсӗр чӗрчуна пурӑнтарма тӑрӑшни — этеме юратни мар. Ерофей Кузьмича чӗререн чиксе илнӗнех туйӑнчӗ: кун пек шарламасӑр тӑни ырра мар, терӗ вӑл. Шубин, Берсенев, хуҫа, унӑн арӑмӗ, яланхи тутӑрне ҫыхнӑ вӗсен хӗрачи, дворник, ула халатлӑ мастеровой — пурте крыльца умӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ чухне картишне сасартӑк чаплӑ ҫуна кӳлнӗ шухӑ рысак вӗҫтерсе кӗчӗ те ҫуна ҫинчен, шинель ҫухи ҫине ларнӑ юра силлекелесе, Николай Артемьевич сиксе анчӗ. Хӗвел йӑлтах пытаннӑ, таврара тӗттӗм пулса тӑчӗ; ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑнса тӑвӑллӑ юр ытамне урнӑ пек арпаштарса ячӗ. Тӑман ҫаплах шавлать, кӗрлет, ахӑрашать, тӗнче ҫӗр минне ҫаврӑнса каяссӑн туйӑнать. Тепӗр чухне уяр кун каҫхине ҫил тухать те, шыв хӗрринчи хӑмӑша сасартӑк хумхатса каять — вара ҫавӑнтах таврара хурлӑхлӑн чӑштӑртатнӑ, чӗриклетнӗ сасӑсем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ, иртен-ҫӳрен вара ӑна шухӑша кайса чарӑнсах итлесе тӑрать, вӑл каҫ пулса ҫитнине те туймасть, хирти ӗҫрен тата каҫалӑк умӗнчен тавӑрӑнакан халӑхӑн хаваслӑ юррисене те, таҫта ҫывӑхра чӗриклетсе иртекен урапа сассине те илтмест. Шӑп ҫав ҫын итлесе тӑракан хурлӑхлӑ сасӑсем пек юхрӗҫ унӑн сӑмахӗсем. Вӑл чӑхсем хӑвӑрӑнах пулаҫҫӗ-ҫке, пурте пӗр картишӗнче кӑна пурӑнӗҫ. Акӑ хайхи ҫӑл та… — Эсӗ чирлес теместӗн-и? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Давыдов. — Ман шухӑшпа, ҫавна пурте пӗлеҫҫӗ, Риварес тусем ҫине кайса ҫӳрет, — терӗ Саккони. Пирӗн килти хӗрарӑмсем — Авдотья Васильевна, Любочка тата Катенька — ытти хӗрарӑмсем пекех пулнине, ыттисенчен пӗртте начар маррине ӗненес пулсан тата Дубков, Катенькӑпа Авдотья Васильевна каҫ-каҫ кула-кула мӗн калаҫнине аса илес пулсан, эпӗ татах та сахалтарах тӗлӗннӗ пулӑттӑм; Ара эсӗ секретлӑ документсене вулатӑн-ҫке! Манран пур тантӑш кулать ӗнтӗ, тен, пур ҫын та кулать пулӗ! Шлюпка шыв ҫинче чӳхенет ӗнтӗ. Тепӗр тесен, тем мар-ха вӑл… Эпӗ алӑка уҫрӑм, вӑл пӳрте кӗрсе тӑван мар аттене вӑратма тытӑнчӗ. — Епле вара, телей тӗлнех пулчӗ-ха ку, часах тухса кайма хатӗр тӑракан пӑрахут тупрӑмӑр. Джули мана ухмахланас патнех ҫитерчӗ вӗт. Ҫак вӑхӑтран вара эпӗ, сехетрен сехете тенӗ пек, сывалса пытӑм. Вунӑ ҫул, пурлӑхне туртса илмелле тата. Сулӑ шӑвӑнманпа пӗрех пӗр вырӑнта тӑнӑ. Поднебескона илетӗп. Титок ҫӳҫенсе илчӗ. Анчах Монтанелли халӑхӑн кӑмӑлне кайни пуринчен ытла ҫакӑнтан килет пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ: вӑл чиркӗвӗн ытти пуҫлӑхӗсем пек ашкӑнса пурӑнмасть, вӑл ытла та йӗркеллӗ тата таса чӗреллӗ ҫын. — Акӑш-макӑш хӑрушӑ ҫуртсем. Ҫӳҫ касакан вӑрахчен парӑнман ҫӳҫпе тертленчӗ, ҫапах та шывпа тура-тура ҫӗнтерчӗ, Павел ҫӳҫӗ халь чиперех выртать. Пысӑк инкек пулчӗ. — Кӗрсе курӑр, вара эпӗ мӗншӗн ҫӗҫӗ тытса тӑкӑрлӑкалла тухса пӑхни сире пӗтӗмпех паллӑ пулӗ… Епле халь пӗрле пулас килет манӑн! Хӑмла-ҫырли ман юмансем ҫинче ӳсет-и вара? — Ҫимен ҫав. Пӗрне чиксе пӑрахрӑм та эпӗ, а хама пӗрех ҫитсе ҫапрӗ те… Кусем те сахал! Икӗ матрос шыва сикрӗҫ те аллисене хӑлаҫласа путакан патнелле ишсе каятчӗҫ, пароход хыҫӗнчен кимӗ антаратчӗҫ, команда кӑшкӑрчӗ, хӗрарӑмсем ҫухӑрнӑ хушӑра вара Яковӑн пит уҫах мар сасси лӑпкӑн та пӗр тикӗссӗн юхса тӑратчӗ: — Путать, пурпӗрех путать, мӗншӗн тесен — вӑл ваткӑллӑ сӑкманпа. — Аякра-и? — тесе ҫеҫ ыйтрӗ Лукашка. — Ку эпӗ иккенне курмастӑр-им эсир? — чылаях мӑнаҫлӑн ыйтрӗ хӗрача, аллинчи чечекӗсене иртсе пӗтерсен. — Вара татах повара кӗтӗм. Хуларан Клавичёк килчӗ, вӑл хӑй юлашкинчен пӗҫерсе кӑларнӑ ҫӑкӑра илсе килчӗ. Ҫавӑн пекех эпӗ те: эпӗ, хам пӗлекен нумай ҫынсем пек, укҫаллӑ пулас тата чаплӑ ҫынсемпе ҫывӑхланас тесе авланман; пуяс ӗмӗт кунта ниме те пӗлтермен, — эпӗ пуян пулнӑ, манӑн пулас арӑм — чухӑн. Уҫӑ куҫӗсем кӗленче пек хытса ларнӑ. Вӗсем, пӗр япала ҫинче те тытӑнса тӑмасӑр, ҫӳлелле пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ. Харпӑр килкартине тупа йӗтрисем пырса ӳкнине те ҫынсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ; — Ӑҫта Мересьев? — ыйтрӗ аманнӑ ҫын. Астӑватӑп, манӑн «чун савни» амӑшӗпе тата кинӗпе ҫывӑратчӗ, эпӗ ҫавах кӗреттӗм. Ҫак ҫулта хӗл яланхи пекех ӑшӑ тӑчӗ — пӑр ҫинче ҫав тери выляс килнӗ ачасем шутланӑ пек, ҫав тери ӑшӑ пулчӗ, ҫитменнине шывӗ тата юри тенӗ пекех шӑнмарӗ. Каллех ним шарламасӑр ирттернӗ Соломон. Чӳрече сакки ҫинче кружкӑпа шыв ларнӑ. Монтанелли тӑчӗ те кружкӑна илсе килчӗ. Вӗсем пур ҫӗртен те — вӑрмантан, сӑрт хыҫӗнчен, канавсенчен — сасартӑк сиксе тухнӑ та, шӑри-шари кӑшкӑрашса, тӑшмана хупӑрласа илнӗ, пенӗ, чикнӗ, каснӑ, унтан тӗрлӗ еннелле тарса пӗтнӗ. Ман шутпа, пусмана мӑйӑр йывӑҫҫийӗн хуппинчен тума пулать, уншӑн ырӑ япала пӗтерме кирлӗ мар, кукӑль ӑшне хума та, тӳшек ӑшне пытарма та пулать ӑна. Ҫавнашкал хумхану-пӑлхав сӑлтавне тӳрех тата яланлӑхах тӗп тумалла. — Эдуард, — терӗ вӑл, — эпӗ те, Мэри Грант та дикарьсен аллине чӗрпуҫӑн ҫакланмалла мар. Эй! Анчах ачана мӗн пирки айӑпланине пӗлсен, столяр ун ҫине хӑйӗн ӑслӑ куҫӗсемпе чылайччен тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Унтан ҫумне ларчӗ. Халь ӗнтӗ Луизӑна никам та чирлӗ ҫынна пӑхма чарман. — Мӗншӗн тесен эпӗ испанилле ҫеҫ мар, португали чӗлхине те вӗрентӗм. Вӗлеретӗп… — тенине илтрӗ. Эпӗ шӑппӑн лартӑм. Суккӑрсен юррине те хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ вӑл, ҫак хӑйне евӗр анлӑ тинӗс шавӗн ҫеммиех ӑна нихҫан пулас ҫуккине ӗмӗтленме пӑрахтарчӗ, ерипенех лӑпланать ҫав туртӑм унӑн чӗринче… Вӑл час-часах хӗрарӑм ҫинчен шухӑшланӑ. Философи диспучӗсене итлесе ларнӑ май, вӑл кашни минутрах куҫ умӗнче хура куҫлӑ, тап-таса та илемлӗ хӗрача курнӑ. Ун куҫ умӗпе хӗрачан йӑлтӑртатса тӑракан тулли кӑкӑрӗ, ытарма ҫук илемлӗ, ҫемҫе те ҫап-ҫара алли, хулӑм та вӑйлӑ пӗҫҫисене витсе тӑракан кӗпи вӗлтлетсе иртнӗ, хӑйӗн шучӗпе вӑл ҫакна пӗтӗмпех сӑмахпа каласа пама май ҫук сӗтеклӗ ӗмӗт тесе шутланӑ. Чавса таран ҫара аллине ҫӗклесе, Кирилпа Мефоди сӑнӗсене кӑтартрӗ, лешсем ун еннелле лӑпкӑн пӑхса тӑраҫҫӗ. Акӑ, вара каҫсерен, чей хыҫҫӑн каҫхи апатчен эпӗ хуҫасем валли «Московский Листок» — Вашковӑн, Рокшанинӑн, Рудниковскин романӗсене тата кичем пулнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмен ҫынсен апат илӗртмешкӗн ҫырнӑ ытти литературӑна хыттӑн вуласа ларатӑп. — Ҫапла! Елена хӗрелсе кайрӗ те, аран-аран кӑна пӑшӑлтатса:— Ҫапла, — терӗ. — Ан кулян, Таюша! Дубецкой-иҫ эпӗ, господасем… Вигвамсене вырнаҫтарнӑ хыҫҫӑнах лагерьта сунара хатӗрленме тытӑннӑ. Ҫывӑхарах ярӑр! Кунсерен хӑвӑртрах та хӑвӑртрах каятпӑр. Белецкий мӗнле ҫак хӗрарӑмпа ҫавнашкал ним мар сӑмахлама пултарнинчен Оленин тӗлӗнчӗ. Кунашкал тӗлӗнтермӗш япалана пуҫласа илтетӗп, тӳррипе каласан, Том Сойер ун пек калаҫма пултарасса ӗмӗрне те кӗтмен — ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑшт хисеплеми те пултӑм, ҫав вӑхӑтрах ӗненсех те ҫитерейместӗп: Том Сойер негрсене вӑрлать пулать ӗнтӗ! Епле килсе кӗме пултарчӗ-ха ун пуҫне ҫавнашкал шухӑш! Хӑратӑн курӑнать? — Ҫирӗм минутлӑха пушӑ. — Крейзер, 51-пе. Эпӗ ҫапла турӑм, вӑл та ҫаплах турӗ. Мэри, пурҫӑн ҫип тата кухньӑран ҫунакан вутпуҫҫи илсе кӳрсе пар-ха мана. Праскухин Гальцин княҫе, ҫак морякпа мӗнле паллашни ҫинчен ӑнлантарса панӑ май, вӑл моряк ҫапӑҫусенче калама ҫук харсӑр этем пулни ҫинчен пӑшӑлтатса пӗлтерсен, Гальцин князь, ӗнер каҫхине ҫеҫ 4-мӗш бастионра пулнӑскер, хӑйӗнчен пӗр 20 утӑмра бомба ӳксе ҫурӑлнине курнӑскер, хӑйне хӑй те ҫав господинран каях мар харсӑр этем вырӑнне хурса, паттӑрла ӗҫ тумасӑр чапа тухакансем те пайтах тӗл пулаҫҫӗ тесе шухӑшланӑ пирки, Сервягин ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Егорушка хӑмӑш патнелле ишсе кайса чӑмрӗ те хӑмӑш хушшинче рак шырама тытӑнчӗ. — Килте-и? — ыйтрӑм эпӗ унран. Эпӗ ун патне алла чӑсрӑм та, ҫак куҫсӑр хӑрушӑ этем, ҫав тери илӗртмелле калаҫаканскер, алла хӗскӗч пек ярса илчӗ. — Ывӑлӑм, — терӗ майӗпен Карди атте, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — эсир мана пурне те каламарӑр-ха. Ман умра бронзӑран тунӑ темӗн пысӑкӑш идол мӑкӑрлса тӑчӗ, эпӗ ун ҫине пӑхса шухӑшласа лартӑм: пурӑнатчӗ ҫӗр ҫинче пӗччен ҫын Яков, пӗтӗм чунхавалӗпе турра пӗтеретчӗ, халӗ ахаль вилӗмпех вилчӗ. Лайӑх сунарҫӑ, хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартса парас тесе, мулкача персе ӳкерни ҫинчен каласа памасть ӗнтӗ! — Кайӑр шуйттан патне! Рота, шш-шай… аˊкра-ул! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тӑстарса. Эсӗ-и ку, тӑмана? Мӗнле шутлатӑн, вӑл халӗ те маншӑн бас тетӗн-и? Мӗнпур козаксем шухӑша кайрӗҫ, вӗсем нимӗн калама та пӗлмерӗҫ. Вӑл куҫӗпе Алтӑр ҫӑлтӑра тупрӗ, ассӑн сывласа илчӗ, вара хӑй темшӗн йӑл кулнине туйрӗ. Вӑл каласа кӑтартни Кораблев кӑмӑлне килӗшсех каймарӗ пулмалла, мӗншӗн тесен сӑмаха урӑх енне пӑрма тӑрӑшрӗ. Юлашкинчен каласан, тӗнчере пурне те йыш мӗн чухлӗ пулни… шучӗ татса парать… Юнашар верстак ҫинче ӗҫлекен Артём аллинчи йӗкевне пӑрахрӗ те, хӑйӗн пысӑк пӳне каҫӑртса, гетманец патнелле ҫывӑхарчӗ, тулса ҫитнӗ ҫиллине аран-аран чаркаласа, пыр тӗпӗпе:— Мӗнле хӑятӑн эсӗ ӑна ҫапма, ҫӗлен? — тесе хучӗ. Акӑ шыв патне анмалли йӗпе пусмасем. Акӑ каналӑн леш енче крепость те тӗксӗмӗн курӑнса ларать. Анчах Татьянӑна унӑн юррисем кӑмӑла кайман ӗнтӗ. — «Ну» сӑмахран пуҫне урӑх нимӗн те калаҫаймастӑн-и? — Эпир Клавичёкпа иксӗмӗр сире валли пӗр купа литература пухса хутӑмӑр. Хӗл пуҫламӑшӗнчех манӑн мӗскӗн атте ҫуркуннехи кунсене куриччен пурнаймасси паллӑ пулчӗ. — Мӗнле-ха апла турӑ ҫук? — тесе ыйтсассӑн, вӑл мана ӑнлантарса пачӗ: — Куратӑн-и: турӑ вӑл — ҫӳлӗ тӳпе! — терӗ. Пичче мана чарса, сиввӗн сӑмах хушса хучӗ. — Лӑплан, Аксель, шухӑшлама пӗл. Вӑл яланах хӑйне хӑй ыттисемшӗн парнене кӳмелли майсем шырарӗ, анчах унашкал майсем тӗл пулмарӗҫ. Ӑна ҫул кӑтартасшӑн пулмарӗҫ, апла пулсан, унӑн ӑна хӑйӗн шыраса тупмалла. Вӗсем волейболла вылясшӑн, ҫавӑнпа Женьӑн туфлине хывса пӑрахса тапочка тӑхӑнмалла. Баракра, ирхи чей ӗҫнӗ хушӑра, хӑйӗн арсенальщикӗсемпе ларакан Дубава патне, хӗсӗнкелесе, Панкратов пырса тӑчӗ. Голована ирӗк, нӳххи табак туртас килсен, кирек камӑн пуракне те пӳрнине чикме пултарать вӑл; голова хӑйӗн шыҫмак пӳрнисемпе пӗр-пӗр ҫын пуракне хыпашланӑ вӑхӑтра вара, тем тери тӗрӗклӗ мужик те пӗр шарламасӑр, ҫӗлӗкне хывсах, кӗтсе тӑрать. — Мӗн? Халӗ вӑл, тинӗсе тухма хатӗрскер, якорь ҫинче тӑрать. Алӑк патӗнче ларакансенчен пӗри сиксе тӑчӗ те хӑвалама тухса чупрӗ. — Марья Васильевнӑна савнӑ-и? Казаксем пуринчен ытларах чӗнмесӗр пыраҫҫӗ. Ытти планетӑсенчен уйрӑлса тӑрать-и-ха вӑл? Паллах, ҫук, вӑл та Хӗвел тавра ҫаврӑнать. — Юрамасӑр. — Туясса туйнӑ та, — терӗ Санин; — анчах пӗлмен. Эсир хӑвӑрах шутласа пӑхӑр, сӑмса куҫа курӑнакан япала, манӑн унсӑрӑн мӗнле ҫӳрес? Хӗрарӑмсенчен пӗри Давыдова хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ, аллине унӑн йӗм кӗсйине чиксе ячӗ. Ну, уттар. Арҫынсем хӗрарӑмсемпе хутшӑнни ҫинчен вӑл яланах тӗлӗнмелле лайӑх мар калаҫатчӗ; малтан ун сӑмаххисенчен эпӗ йӗрӗнеттӗм, анчах ҫав сӑмахсем хыҫӗнче темле йывӑр чӑнлӑх пуррине туйса, часах эпӗ вӗсене пит интересленсе, тимлӗн итлеме хӑнӑхрӑм. Мускавран грузовикпа ҫар оркестрӗ пычӗ. Духовой оркестр пӗтӗм ҫурта янратса, чӗтрентерсе тӑчӗ. Барометр юпи ҫитес кунсенче хӑпарма пуҫласси пирки нимле шанчӑк та ҫук. Тӳрем сӑртлӑхра тата вӑрманта — замока хупӑрласа тӑракансем тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр ҫын. Пӗркун пирӗн казак пӗрне персе тытнӑччӗ. Халӗ ӗнтӗ ӗҫӗн чи пысӑк пайӗ пулчӗ. Санӑн особушӑн чип-чипер футляр пулма пултарать… э? Анчах организаци членӗ пулса, ку ыйту пирки унӑн ытларах пайӗ урӑхла шухӑшланӑ чухне, эпӗ хамӑн уйрӑм шухӑша хистесех йышӑнтарма пултараймастӑп. Хӑйне мӗн пӳрнӗ, ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ ӑна. Вӑл мана вӗҫертнӗччӗ кӑна, руль ман алран шӑвӑнса тухрӗ те эпӗ тӳрех акаци тӗмӗ айне шаплатрӑм. Вӑл Монтанелли чӗнсене курасран шикленнӗ. Вӑл алӑка хӑюсӑррӑн уҫрӗ, вара, пырӗ кӗҫӗтмесӗрех ӳсӗркелесе илсе, учительницӑна шӑппӑн:— Кӗме ирӗк парсамӑр? — терӗ. — Турӑ тӗп тутӑрах ҫав ирсӗр тӗрӗксене! Йытӑсем туласа пӗтерӗҫинччӗ вӗсене! Шуйттан хыпса ҫӑттӑр вӗсен чунӗсене, — терӗ хӗрсе кайнӑ Марин, Огнянова сыхланса ҫеҫ лаша ҫинчен антарнӑ хушӑра, лешӗн ларса килнине пула, ури татах ырата пуҫларӗ. Савельич шикленни мана питех те йӑпантарчӗ. Ҫук, вӑл мар, иртсе кайрӗҫ пек. — Макӑртӑрах. Анчах унтан манран ыйтрӗ: — Жалоба парас тетен-и? — Ах, шуйттан! Вӑт пачӗ те! — кӑшкӑрса ячӗ тӗлӗннӗ Лбов. Риварес пӗр вӑхӑтрах икӗ ӗҫ туса пыма шухӑшлать пулсан, вӑл пирӗн партие калама ҫук пысӑк сиен кӳме, унӑн чапне яма пултарать тата нимле пулӑшу та параймасть. «А вот, луччӗ эпӗ сире ҫитес эрнерех Запорожьене ӑсатӑп. Чӳрече витӗр крыша ҫине тухать, кимӗ ҫине ларать те — ӑҫта та пулин вӑрӑ ҫук-и тесе пӑхса ҫӳрет. Кил хуҫи хӑҫан та пулин таврӑнма кирлех. Эпикур та садрах вӗрентнӗ. — Ӑҫта вӑл? С. Вернон». Король йӑлт хура тӗс тӑхӑнчӗ, халӗ вӑл чаплӑ парадри пекех курӑнать. Вӗсем патне чирлӗ чунпа, пӗчченлӗхре ӗшеннӗ халпала пыратӑн, вӗсенчен мӗн те пулин чуна чӗрӗлӗх кӗртекеннине илтесшӗн ҫунатӑн… Улттӑмӗшӗ чавси ҫине ҫеҫ таянчӗ. Тен, унӑн юнӗ, вӗре-вӗре, ашшӗн шӑршине йӑлтах ҫухатнӑ пуль?.. «Эсӗ хӑратӑн пулсассӑн, эпӗ сана ӑсатса ярӑп, эсӗ мана хупа юнашар пыма чармӑн-и?» — тенӗ вӑл ӑна. Вӑл ҫывӑрса кайсан, Плетнёв укҫасене шӑлса якатма пикенчӗ, анчах ку ӗҫе тума май пулмарӗ, — вӗсене ҫав тери хытӑ пӑчӑ таса лартнӑ пулнӑ та, пӗр-пӗринчен уйӑрмашкӑн шывпа йӗпетме тӳр килчӗ. — Пӗлетӗр-и эсир, капитан, — хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ чей тултараканни, хӑрах алӑсӑрри еннелле ҫаврӑнса, вӑл ӳкернӗ ҫӗҫҫе ҫӗртен илсе хунӑ май, — Севастопольре лашасем ҫав тери хаклӑ терӗҫ пире, эпир вара пӗрлешсе Симферопольте лаша туянтӑмӑр. Ҫӑра вӗтлӗхре, йывӑҫ тымарӗсене кӑмрӑк тума ҫунтармалли пӗчӗк шӑтӑксенчен пӗрин хӗрринче, ҫӗре ҫитиех усӑнса аннӑ туратсен айӗнче, ҫулҫӑсенчен тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре (унӑн пӗр айкки уҫӑ), хӗрарӑм пӗр ачине кӑкӑр ӗмӗртсе ларать; икӗ ачи, шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗсене унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, тутлӑн ҫывӑраҫҫӗ. — Мӗнле ӗҫ ҫинчен калатӑр-ши эсир? — йӗкӗлтевлӗн кулкаласа, хӑйне темле усал ӗҫ пирки тӗртсе каланӑ пек ӑнланса хирӗҫ ыйтать унран Соломонӗ. — Кам унта? — илтӗнчӗ Шубин сасси. Кашни каҫах тӗттӗмленсен, старик тупӑкӗ ӑшӗнчен тӑрать те, масар тӑрӑх утса ҫӳрет, пирвайхи автансем авӑтса яричченех пӗрмай тем шыраса ҫӳрет, тет. Вӑл ун ҫине халӑх хушшинчен пӑхса тӑчӗ, унӑн пӗр хусканӑвне те асӑрхамасӑр хӑвармарӗ. Ӗмӗр пурӑнса та кунашкал тӗлӗнтермӗш кайӑка курманччӗ ӗнтӗ!» Манӑн йӑмӑкӑм е хӗрӗм йышне ҫавӑн пек господин пырса ерес пулсан, эпӗ, унӑн пурнӑҫне пӗлсе тӑраканскер, ун патне пырса ӑна айккинеллерех чӗнмеллеччӗ те шӑппӑн кӑна: «Тӑванӑм, эсӗ мӗнле пурӑннине, кам патӗнче тата мӗнле ҫӗр каҫнисене эпӗ пӗлетӗп вӗт. Ҫӗр тулашӗнчи станци планетӑсем хушшинчи вокзал евӗрлӗ япала пулса тӑмалла. Ҫак вӑхӑтра вӑл курмарӗ ҫеҫ мар, чӗпӗтсе илнӗ пулсан та, нимӗн те туймастчӗ пулӗ, ахӑртнех. Ыран эпӗ хулана, аппа патне каятӑп… Вӑл вӑраххӑн калать, ун сӑмаххисем хӑйпе пӗр майлӑ шухӑшлакан ҫынна хуллен хыпашласа шыраса пыраҫҫӗ, вара яланах вӑл Петӗр каменщик пек пулнине туйса илеҫҫӗ: — Вак халӑхсем мар вӗсем, айккинче ҫуралнӑскерсем, — шантарсах та ҫилленсе калать Петӗрӗ: — Христос айккинче ҫуралнӑ, Христос айккинче пыраҫҫӗ… Кам та пулин курмарӗ-и сана? Ҫавӑнпа пӗтеретпӗр сана, — ӑнлантарса пачӗ ӑна Демка Ушаков. Эпӗ нимӗн те ӳкӗнместӗп, эпӗ хамӑн совесть хушнине пӗтӗмпех турӑм, анчах урӑхран ним те тумастӑп. — Ан кулян, Бак, — терӗ ватти, — ӗлкӗрӗн-ха пултарулӑхна кӑтартма! Вӑхӑчӗпе пурте пулать, пӑшӑрханма кирлӗ мар. «Кам унта?» кӑшкӑрса ыйтрӗ кум арӑмӗ, ҫенӗкре икӗ тус михӗпе аппаланса кӗмсӗртеттернӗ сасса илтсенех алӑк уҫса. — Мӗнле-ха кунта протокол ҫырас? Эпӗ калатӑп — вӑл мар… Ман ҫинчен вара эс нимле хуйхӑ-суйхӑсӑр шухӑшлӑн, ҫӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн. Ак, калӑпӑр, Паусова илӗр, Цимбала куҫарса лартма пултаратӑр, анчах мана ан тӗкӗнӗр. Иккӗш те кӗрӗк пиншак, ҫӗлӗк тата лайӑх сӑран атӑ тӑхӑннӑ. Анчах хуҫам эпӗ епле ишсе кайнипе интересленсе-и, тен, мана килӗштернипе-и (хам ҫапла калама пултаратӑп пулсан), ку кимӗпе эпӗ епле ишсе кайнине пӗлесшӗн пулчӗ, ҫак тӗлӗшпе вӑл хӑйӗн кӳршисенчен хӑшӗ-пӗрисене мана ӑсатса яма хушрӗ. Ӑҫта кӑна кайса пӑхмарӗ пуль, мӗн тума кӑна хӑтланса пӑхмарӗ, пур ҫӗрте те унтан кулма ҫеҫ пӑхрӗҫ, ҫапкаларӗҫ, хӗнерӗҫ, хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ. Ҫапла вӑл ним те тупаймарӗ, ниҫта ӗҫлесе те, ыйтса та пӗр пус укҫа тупаймарӗ. «Солоха темерӗн! ҫавӑн пек ҫынна миххе кӗртсе лартма пултарнӑ!.. пӑх-ха ӑна, шуйттан хӗрарӑмне! — Имение эпӗ хам лайӑх пӗлекен ҫынна анчах сутма тӑрӑшӑп, — терӗ вӑл тытӑнчӑклӑрах, тен, хресченсем хӑйсем тӳлесе ирӗке тухасшӑн пулӗҫ. Унӑн почтӑран укҫа илмелле, кӗнекесем туянмалла тата, ҫула май, Инсаровпа та курнӑҫса калаҫасшӑн пулчӗ. — Акӑ тата тепӗр ыйту. Ольга ӑна, аллисемпе сулкаласа илсе, пӗрре втулкине, тепре кустӑрмине шакканӑ пек туса кӑтартрӗ. «Мӗн калӑн, пан писӑр: путсӗр мар-и-ха ӗнтӗ ҫав ылханлӑ пуҫтах?» Король площаде пырса кӗрсен, пур енчен те шавлӑн кӑшкӑрса саламланӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ. — Ҫапла пулмасӑр! Халӗ вӗсене сулӑ ҫине кӑларса купаларӑмӑр та, эпӗ Джима хуллен малалла ишме хушрӑм. «Пӗр-ик миля ишсен, хунар ҫут, эпӗ таврӑнмасӑр ӑна ан сӳнтер», — терӗм; унтан эпӗ кӗсменсем тытрӑм та ҫутӑ курӑннӑ ҫӗрелле кайрӑм. — Тӑхӑн, турӑ пулӑшнипе тӑхӑнса ҫӳре. Пыр, пыр! Чечекленекен канал ҫурҫӗр енче юлчӗ. Салтак шӑрпӑк коробкине вӗҫсе пынӑ ҫӗртех ярса тытать те шӑрпӑкӗсене хуҫа-хуҫа сӗркелет, юлашкинчен чӗртет. Колхозниксем пурте каяҫҫӗ авӑ. Унтан, платьине майланӑ май, Фоман шлепке тытса усӑнса тӑракан аллине ӑнсӑртран сӗртӗнсе илнӗ, вара Фома, хӑйӗн алли ҫине пӑхса, именчӗклӗн, савӑнӑҫлӑн кулса янӑ. Марат. Вӑл вӑхӑтра кунта пурӑнасси пирки шутлама та май пулман, тата кунта ҫул хывса асаплантармасӑр ыр курса пурӑнас вӑхӑта кӗтсе илес ҫуккине вӑл малтанах пӗлсе тӑнӑ. Гленарван тӑтӑшах каялла ҫавӑрӑнса пӑхать. Кандов ҫак ирсӗр элеклӗ хыпара чӗркелесе тӑкрӗ, сурса хучӗ те пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Унтан — сывлӑшсӑр уҫлӑхра эпӗ кирек мӗнле хӑвӑртлӑхпа та вӗҫеетӗп. Ҫурма ҫула ҫитсен вӑл апат-ҫимӗҫ ещӗкӗнчен икӗ апельсин кӑларса лайӑхраххине хӑйне суйласа илсе, тепӗрне Санина сӗнчӗ. Старикӗн тӑваткал пуҫӗнче темӗнле ҫӗнӗ шухӑшсем амаланаҫҫӗ. Ҫитрӗ хӗл. Каллех вара полковник Голуб ҫинчен — вӑл погромщик тесе ырӑ мар ят сарма пултараҫҫӗ, ҫитменнине тата «аслӑ» атамана элеклесе кӑтартма пултараҫҫӗ. Тинӗс ҫинче, таҫта инҫетре, темӗнле пароход тӗтӗмӗ курӑнчӗ, тинӗс тӑрӑхах шап-шурӑ пӗлӗтсем, ҫил ҫӗкленессине пӗлтерсе, шурӗҫ. Унӑн тутисем чӗтренчӗҫ, хӗснӗ куҫӗсем пӗр вырӑнта тӑма пӗлмерӗҫ. Ир ирех, плантаторӑн ҫемйи ирхи апат ҫисе ларнӑ хушӑра, фортран килнӗ юланут Пойндекстера пӗр темле пакет панӑ. Зеб ним хускалмасӑр шлепкине хывса каланӑ: — Сире калас пулать, майор, халӗ манӑн ӑраснах нимле ҫӗнӗ хыпар та ҫук-ха, анчах эпӗ пурӗпӗр тавӑрӑнас тесе шутларӑм. Вӑл пианино патнелле хӑяккӑн ҫаврӑнса ларчӗ те сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисемпе вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе клавишсене хуллен сӗртӗнсе илчӗ. Пӗррехинче эпӗ Рязаньри «Ока» станцинче лараттӑм, пӑрахут кӗтеттӗм. Пӗр пӗчӗк кӑлтӑк ҫеҫ пур унӑн: шӑлӗ катӑк унӑн тата чи курӑнмалла ҫӗрте, шӑпах малти шӑлӗ ҫук; анчах Лушка хӑй куҫ хывса пурӑнан ҫыннӑн сӑн-сӑпатӗнчи ҫав ҫитменлӗхпе те килӗшрӗ. — Мӗншӗн пӗр сӑмах та чӗнместӗр ҫак эсир? — ыйтнӑ Крэнкбиль. — Петр Овчаров, — тесе вуларӗ вӑл, юри такӑнкаласа. Семеновпа пӗрремӗш гимназист кӑна яланхи пекех лӑпкӑн кайрӗҫ, иккӗшӗ те «пиллӗк» паллӑ илсе таврӑнчӗҫ. Унта-кунта ҫеҫ упранса юлкаланӑ садсен татӑк-кӗсӗкӗсем хупӑрласа илнӗ чул ҫуртӑн ишӗлчӗкӗсем ҫине, типсе ларнӑ ҫӗленсенни пек чӑлӑш-чалӑш глицинийсем хушшине Воропаев ирхи апат тума ларчӗ. Гленарван хирӗҫ чӗнмерӗ. Вӑл час-часах пӗр хуҫа патӗнчен тепӗр хуҫа патне куҫса, сарлакан мастерскойсем тӑрӑх ӗҫлесе ҫӳретчӗ, ӗҫлемен хушӑра кукамайӑн мӑйӗ ҫинче, вӑл ҫӗнӗ вырӑн тупса парассине канлӗнех кӗтсе ларатчӗ. — Апатне ҫи-ха эсӗ! — терӗ Кирюха. Унта пӗтӗмпех ҫутӑ, ӑнланса илмелле тата юрату шӑплӑхӑн темле тӗтрипе витӗннӗн туйӑнать; унта пурте шӑпӑрт, пурте кӑмӑллӑ; унта хулан ятӗнчен пуҫласа ыттисем таранах хӗрарӑм пек ҫепӗҫ; ахальтен мар ӗнтӗ пӗр ӑна ҫеҫ Чипер ят панӑ. Челкаш тайӑлчӗ, йывӑррӑн хӑйӑр ҫине ларчӗ, шӑлне шатӑртаттарса, чышкисене чӑмӑртарӗ, вӑрӑм аллисемпе сывлӑшра хыттӑн сулса илчӗ. — Тӗрӗс, — тесе хучӗ Юрдан. Вил тӑприне витсе тӑракан хӑма пӗрне-пӗри пӗлмен ик тӗнчене, пӗр-пӗринпе тӑшманла хирӗҫ икӗ тӗнчене уйӑрса тӑрать. — Опанас пирӗн патран куҫса кайрӗ, — сулчӗ аллипе пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ казачка. Апла пулсан… Аминь!» — терӗ. Мӗн апла пӑхатӑн? Урамсене пылчӑк капланса ларнӑ, унта ҫынсем курӑнмаҫҫӗ. «Майданран», станицӑри площадьрен, ҫеҫ темле кӑшкӑрашнисем тата музыка илтӗнет. Павела хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене курма май килмерӗ, мӗншӗн тесен Шепетовка хулине каллех шур поляксем илнӗ, халӗ вӑл вӑхӑтлӑха фронтӑн чикки пулса тӑнӑ. Ҫак дача хуҫин хӗрӗ пулмалла. — Ну, тата сирӗн ҫамрӑк мистер Генри — вӑл та вӗсемпе пӗрле кайрӗ пулӗ? Сывлӑшра кӑшт та ҫил вӗрни туйӑнмасть. Пӗрин хыҫҫӑн ура ҫине тӑма ӗлкӗретӗп ҫеҫ, тепри, малтанхинчен те усалтараххи, пуҫ ҫине йӑтӑнса анать. Сӑмах кунта йытӑ ҫинчен мар, ҫын ҫинчен пынӑ пулсан, эпӗ салхуллӑн тесе каланӑ пулӑттӑм. «Эсӗ ху ӑнкарнинчен ытларах мухтанма юрататӑн», терӗ вӑл. Кунран мӗн тухнине курӑпӑр-ха, — терӗ вӑл. Корчагин кӳрши, каҫӑр сӑмсаллӑ яш ача, подсумкин енӗпе тӑрмашса ларнӑскер, сӗвем ҫиппе шӑлӗпе ҫыртса татрӗ те:— Кам ҫинчен ҫырнӑ вара унта? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ вӑрлӑха та им-ҫампа чӳхеттӗм, уйра та юр тытса хӑвараттӑм. Вӑл эрех сайра ӗҫетчӗ тата нихҫан та тенӗ пек ӳсӗрӗличченех ӗҫместчӗ; хӑйӗн ӗҫне пит аван пӗлсе тӑратчӗ, ӗҫе юратса ӗҫлетчӗ, ун аллинче кирпӗчсем вӗҫсе кӑна тӑратчӗҫ. Иртнӗ вӑхӑтсем, пирвайхи ылтӑн тӑприсене тупнӑ хыҫҫӑн Европӑри обществӑн мӗнпур тасамарлӑхне, ӗретрен тухса кайнӑ ҫыннисене магнитпа туртса килнӗ пек, Австралине тапса килсен пулнӑ вӑхӑтсем каялла ҫавӑрӑнса килчӗҫ тейӗн. — Н-да-а! — тӑсса каланӑ Фома — Пӗрре те вӗсем ыттисем евӗр мар… Ку ҫамрӑк эпӗ ҫӗрте чаваланни ҫинчен тӗрӗс калать. — Сывӑ пул, Марьяна, ыран эпӗ санӑн аҫу патне пыратӑп, хамах калӑп. Гайнан ытарлӑн та именчӗклӗн кулкаларӗ, малтанхинчен те вӑйлӑраххӑн тӑпӑртатса кукалерӗ. Асту, хӑвӑн хыҫҫӑн йӗр ан хӑвар. Ӑнланмалли-и? Аллисемпе сак ҫине тӗкӗленсе, вӑл малалла пӗшкӗнсе тӑнӑ, урайнелле пӑхса, пӗтӗм кӳлепипе сулкаланса, сӑмахне ҫапла тӑснӑ: — Хӑш чухне шухӑшлатӑн, шухӑшлатӑн та… чуна темӗн чул шухӑш — сухӑр пек ҫыпҫӑнать… Ман шутпа, ӑна халех эвакуацилемелле, — терӗ ҫамрӑк врач, янахне чӗпӗткелесе. Каларӑм эпӗ ӑна, хӗрлӗ усала… — Халех эпӗ пурне те саккун хушнӑ пек тӑватӑп, — терӗ те салтак тухса карӗ, кукамай хай пичӗ ҫинчен куҫҫульне шӑлса калать: — Ку салтак хамӑр ҫын, балахнасем иккен… Уншӑн темӗнле пӗлӗт уҫӑлса кайнӑ пекех пулчӗ; вӑл йӑлтах улшӑнса кайрӗ. Пурте колхозра пулӗҫ-ха. Тепӗр хаҫат тата: «Ҫав ункӑн ванчӑкӗсем пирӗн паталла пит хӑвӑрт вӗҫсе килеҫҫӗ! Вӑл Давыдовран пӗр пуҫ ҫӳлӗшне яхӑн ҫӳлерех; ун ҫине ҫӳлтен пӑхкаласа, калаҫма тытӑнчӗ: — Сема! Хӗвел ҫӳлех ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем ҫухалчӗҫ. Ҫакӑнта ҫакӑр ӑна. — Джемма! — терӗ Санин тепӗр хут. Шӑрӑх пирки Давыдов пальтине те, пиншакне те хывса пӑрахрӗ. Вӑл праҫник кӗпи тӑхӑнчӗ, Алексей тетӗшӗ парнеленӗ зонтикне илчӗ те, кӗпине мӗнрен те пулин ҫаклатасран тимлӗн асӑрханса пырса, ашшӗ хыҫҫӑн нимӗн чӗнмесӗр утрӗ, фабрикӑна кӗрсен темиҫе хут сунасласа илчӗ. Дятлова ватникпе тата шинельпе витсен, Андрей тӑчӗ те хӑвӑрт пӳртрен тухса кайрӗ. — Чипер юл, тусӑм, сыв пул! — терӗ тепӗр хут Гленарван. Государыня мӗскӗн тӑлӑха йӑпатса кӑларса янӑ. Хӑнасем тепрер черкке ӗҫсе хуҫана тав тунӑ. Вӑл государство ырлӑхӗшӗн пайтах паха ӗҫсем тунӑ, вӑл ҫураласса та талантлӑ ҫуралнӑскер, питех те тӳрӗ ҫынччӗ, ӑна темӗн чухлӗ укҫапа та урах май ҫавӑрма ҫукчӗ. Анчах унӑн хӑлхисем начар итлетчӗҫ. Ӑна хисеплемен ҫынсем вара ун пирки, вӑл пуринпе те пӗрле харӑс пусса утса пынӑ чухне, хӑлхисем итлемен пирки пӗрре кӑна мар урисене улӑштарса янӑ тетчӗҫ. Ӑна математикӑна вӗрентес тӗлӗшпе те ӗҫ япӑх пулнӑ: ӑна вӗрентекен учительсен математикӑн чи ансат теоремисене ӑнлантарса парас тӗлӗшпе те пайтах вӑй хумалла пулнӑ. Совет влаҫӗ пӗтӗмпех пӑсса ячӗ вӗсене! Анчах хӑма стена хӗррипе хутлани те — хӑрушла: шӑтӑкри тискер кайӑк пек. Унтан уйран шывӗ пекки пачӗҫ. — Епле шанмастӑр эсир ҫынна, майор! — тесе ячӗ Паганель. Пирӗннисем каялла чакаҫҫӗ, мӗнпур фрончӗпех чакаҫҫӗ пулас… Разметнов — партячейкӑн ҫӗнӗ секретарӗ — Майданникова шикленсе ҫапла каласа панӑ: — Асӑрхатӑн-и эс, Кондрат, ҫак хушӑра пирӗн Ҫӑрттан мучи епле хӑрушла ватӑлса кайрӗ? — Мӗнле, капитан — терӗ Калугин — баксиончике хӑҫан, час каятӑр-и? Вӗсем тахҫантанпах туслӑ пулнӑ. Кӑвак пуставран ҫӗленӗ вӗр-ҫӗнӗ пиншакне тӑп-тӑп тӳмелесе лартнӑ, брюкийӗ те пиншакӗпе пӗр тӗслех. Кӗскен кастарнӑ ҫӳҫе ылтӑн пек ҫуталса тӑрать. — Килнӗччӗ… Кралич енчен енне пӑхкаласа илчӗ, армана тинкерчӗ, Стоян пиччене пӑхкаларӗ, старик нимӗн тӑва пӗлмесӗр аллине тытнӑ хунарӗпе хытса тӑрать. — Стоян пичче, хунарна сӳнтер те алӑкна хуп… Э, чим-ха: эпир картишнелле тухӑпӑр. Эсӗр унпа ҫапӑҫмарӑр-им? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Юр пӗлӗтӗнче путнӑ решеткеллӗ башньӑсем, пралукӑн таната-серепи пуш хирлӗн улать-ӳлет. Вӗсене пурне те чӗркуҫҫи таран кӑна ӳкерсе илнӗ; ҫавӑнпа Ставри пуп вӗсен урисене акӑлчансен етри тата-тата кайнӑ тесе ӗнентерме пӑхать, Иваница карчӑк вара ҫавсене «асап чӑтнӑ ҫынсем» тет. Гарриспа Негоро вӗсене ӑсатаҫҫӗ. Куҫӗсем унӑн пысӑк, вӗсенче сехӗрлӗх йӑлтӑртатать. — Акӑ мӗн: ку ӗҫ те Лукич хутшӑнмасӑр пулман. Халӗ Хӗрлӗ Тӑрнашӑн нимӗнле хӑрушлӑх та пулман. Унран ҫаплах Оленин хӑй пӑрахӑҫ тунӑ ирсӗрлӗхӗн шӑрши ҫапрӗ. Хохол тӑкӑрлӑкра пӗччӗнех тӑрса юлчӗ, ун ҫинелле, пуҫӗсене ывӑтса, икӗ лаша ташласа пычӗ. Таҫта инҫетре йывӑҫсен тинӗсе кӗрлет. Ҫак ӗҫе тунӑ вӑхӑтра тӑшмансем ман ҫине темиҫе пин ухӑ йӗппи ячӗҫ; вӗсенчен нумайӑшӗ манӑн алӑпа пит ҫине тӑрӑна-тӑрӑна ларчӗҫ. Оленин ним калама та пӗлмерӗ. Ӑшӑхрах траншейӑсемпе окопсем, блиндажсем пушах иккен, унта та кунта тутӑхнӑ гильзӑсем ҫеҫ купаланса выртаҫҫӗ. Емельян чӗтресе илнӗ пек пулчӗ, чавсисене сарчӗ, пӳрнисене хускаткаларӗ. Анчах ачасем шарламарӗҫ, пуҫӗсене усса, хутран-ситрен пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, ҫул ҫинчи кӑҫал пуҫласа сивӗннӗ тусана урисемпе эрешлӗн йӗрлесе тӑчӗҫ. Вӗсем темиҫе кун хушши тӗл пулмарӗҫ, анчах пӗр ирхине Луша колхоз правленине кӗчӗ, юлашки ҫын тухса каясса тӳсӗмлӗн кӗтсе, ҫенӗхре ларчӗ. Александровски батарея патӗнче те пысӑк хура тӗтӗм мӑкӑрланни, тӗтӗм витӗр ҫулӑм ялкӑшни курӑнчӗ. Тинӗсре те, таҫта инҫетре-инҫетре, тӑшман карапӗсем ҫинче вут ҫутисем йӑлтӑртатса тӑни курӑнчӗ. Ҫакӑ пӗтӗмпех пӗр самантра пулса иртнишӗн Давыдов малтан тӗлӗннипе куҫне мӑчлаттарса илме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, унӑн пичӗ каярахпа ҫеҫ шуралма пуҫларӗ… — Каятӑп… «Анчах ҫӗклеймӗпӗр эпир вӗсене!» сасартӑк ушкӑнӗпех кӑшкӑрса ячӗҫ ҫамрӑксем, михӗсене вырӑнтан тапратма хӑтланса. Князь мана питӗ ӑшшӑн йышӑнчӗ, мана чуптурӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн ҫемҫе, типӗ те сивӗ тутине ман питҫӑмарти ҫумне пӗр самантлӑха перӗнтерсе илчӗ, эпӗ мӗн туни, манӑн мӗнле плансем пурри ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ, манпа шӳтлерӗ, кукамай менелникӗ вӑхӑтӗнче ҫырнӑ пек сӑвӑсем халӗ те ҫыратӑн-и тесе ыйтрӗ тата паян хӑйпе пӗрле апатланма сӗнчӗ. Хутаҫӗ пысӑк мар, ӑна икӗ ывӑҫ тупанӗпе ҫавӑрса илме пулать. Вун иккӗмӗш ҫулхи пушар, Раҫҫей столицине пӗтерсе, унӑн сарӑ будкине те ҫуласа кайнӑ. — Ытла инҫех мар… Эпӗ сана хӑҫан та пулсан унӑн историне каласа парӑп-ха. Пире халӗ асӑрхамаҫҫӗ. Калас пулать — пуҫ тӳпи таранах пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, халӗ ӗнтӗ пилӗк ҫул хушшинче те тасалса пӗтеймен. Озеров капитан ҫӗре ларчӗ те, пӗр яках мар, пысӑк чул ҫине таянса, васкамасӑр, шӑппӑн тенӗ пек, приказ пама тытӑнчӗ. — Эпӗ мӗн тӑвап-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Соломон хулпуҫҫине хӑпартса илчӗ. Казаксем килетчӗҫ е юланутсем ҫине ларатчӗҫ те: атьӑр, тетчӗҫ, вӑйӑ картисем аркатма каятчӗҫ вара, хӗрсем шалчасем тытатчӗҫ. Вара ҫав пӗчӗк хаҫата лӳчӗркесе чӳрече витӗр ывӑтрӑм. Ҫӗр ҫине таврӑнайсан пирӗн ҫинчен каласа кӑтартӑр. Этьен вунпилӗк ҫулти ача, ҫӳлӗ, самӑр, — сӑнӗ халсӑр ҫынӑнни пек, путарах кӗнӗ куҫӗсенчен аяларахри ӳчӗ тӑртанса кӑвакарнӑ, алли-ури ҫулне, кура мар вӑрӑм; хӑй кӑнттам, сасси илемсӗр те тытӑнчӑклӑ, ҫапах хӑйне хӑй кӑмӑллать пулас, час-часах чӗрӗ хулӑ лекет пулмалла ӑна. Тен, вӑл кунтах юлсан?.. Халь-халь ак юлашки сӑмахсем илтӗнӗҫ: «Турӑран хӑраса ӗненме ан пӑрахӑр!» — тени илтӗнессӗн туйӑнчӗ, вара пӗтӗм халӑх кӗпӗрленсе тухма хускалать те, хӑйпе пӗрле ӑна та хӗссе кӑларать. Ку курӑка «тикатика» теҫҫӗ. Ҫак явӑнчӑк тӑрӑх, курӑк сарӑмра чӗркуҫҫи таран путасран хӑрамасан, кӗпер урлӑ каҫнӑ пек каҫма пулать. Пулман та. Часах хула ҫыннисем тата ҫакна пӗлчӗҫ: ашшӗпе аслӑ ывӑлӗ, таврари ялсем тӑрӑх ҫӳресе, хресченсене йӗтӗн акма ӳкӗтлеҫҫӗ иккен. Лосьпа Гусев вӗҫӗмсӗр спиральпе чупаҫҫӗ. Пуҫна та йывӑр, ҫиессӳ те килмест. — Мӗнех вара? Ҫав тарҫа Гаев батрачкомпа тунӑ договор тӑрӑх тытса усранӑ, ӗҫ укҫине ӑна пӗтӗмпех тӳлесе татнӑ. Сан курас килет-и ӑна? — Туртасса туртмастӑп та, хӑш чухне иртӗнкелетӗп. Цимбал тимӗрҫӗсем патне кӗрнеклӗн пырса ҫитрӗ те, хӑй семеновод-селекционер мар, яланах ҫапӑҫусенче, командир пулнӑ пек, кӑшт кулса, ҫапла каласа хучӗ: — Сире туптама-таканлама кун ҫитмест-им? Автор ҫак ҫӗршывра мӗнле пурӑнни. Пӑртак кайсан, Чуб хӑйӗн пӳртне курчӗ. Павел хӑй аллине ун чӗркуҫҫийӗ ҫине ҫирӗппӗн хучӗ. Паянах ку ӗҫрен тухма ыйтса Давыдов патне каятӑп, пыл хурчӗсем патне яма ыйтатӑп. Пистолетра виҫӗ патрон юлнӑччӗ вӗт-ха», тесе шухӑшларӗ. Вӑл ирӗксӗрех аллейӑри ҫул юппинче чарӑнса тӑчӗ… — Джим! — Япӑх офицер эсир. «Нивушлӗ эсир шурӑ джентльмен пурлӑхне тытса илесшӗн, ҫакӑншӑн кайран хӑвӑрах хытӑ лектереҫҫӗ», — терӗм. Унтан кашнине вуншар цент патӑм та, калама ҫук савӑнчӗҫ: «Сулӑсем час-час ишсе килччӗрех, вара пуяттӑмӑр», — теҫҫӗ. — Каях, Ниловна! — Ҫук, — терӗ кӳршӗ ҫынни, — хӗрачине тин ҫеҫ курсаттӑм-ха. Хӗрарӑмсене хӑваласа ҫитсен, Давыдов вӗсен айккипе хытӑ чуптарса иртрӗ, пысӑк урапине ҫула урлӑ лартрӗ. — Ҫапӑҫни вӑл сиенлӗ мар, анчах камшӑн ҫапӑҫмаллине тата мӗншӗн ҫапӑҫмаллине пӗлес пулать, — терӗ. Каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатӑп — никам та курӑнмасть. Ун вырӑнне — мӗнле каламалла-ха сире? Мӗн килсе тухнине турӑ хӑй те ӑнланса илес ҫук! Кӗске сӑмах яланах туллирех пулать, вӑл ӑн-пуҫа вӑйлӑн вырнаҫса ларма пултарать. — Ку вӑл Венӑри хӗрарӑмсем кӑна хӑйсене ҫавӑн пек ирӗклӗн тыткалама пултарнин уйрӑмлӑхӗ. Леноре фрау кулса илчӗ, куҫӗсене хупрӗ, кӑшт ассӑн сывласа илчӗ те ҫывӑрса кайрӗ. — Ҫук. — Эсӗ старост! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, йытӑ вӗрнӗ майлах! Ҫакӑн хыҫҫӑн профессор вӑтӑр ултӑ ученикне рама ҫине тухса тӑнӑ сӑмахсене васкамасӑр строка хыҫҫӑн строка вуласа пыма хушрӗ. Пӗр пуплев тума май пур виҫӗ е тӑватӑ сӑмах сиксе тухсан, вӗсем ҫав сӑмахсене ҫырса пыракан тӑватӑ ученике вуласа параҫҫӗ. Унтан хурлӑхлӑн, виҫӗ хутчен ыйтнӑ: — Тупӑк хупӑлчине ҫӳллӗрех тӑвӑр, лӑпчӑтса ан тӑтӑр. — Малтан пылчӑкра йӑвалантартӑн та кайран ҫума пуҫларӑн апла? — ыйтрӗ Разметнов. Матрос карчӑкӗ те вара, крыльца ҫинче тӑраканскер, хӗрарӑм пулнӑ май, ҫак чун-чӗрене хурлантаракан сценӑна хутшӑнмасӑр тӑма пултараймарӗ, таса мар ҫан вӗҫӗсемпе куҫӗсене шӑлкалама тытӑнчӗ, хӑйсем господасем те, мӗнешкел асап тӳсеҫҫӗ, а эпӗ, чухӑн ҫын, тӑлӑха юлтӑм, теме тытӑнчӗ вӑл. Вӑл мана апат ҫитерчӗ те:— Кала-ха мана, — тет, — ҫӗрте выртакан ӗне ури ҫине мӗнле тӑрать — умӗпе е хыҫӗпе? Анчах пистолечӗсем ӑшне вара пульӑсем хумастпӑр эпир — акӑ мӗн. Пирӗн пысӑк инкек пулчӗ, анчах ӑна эпир тӳрлетрӗмӗр, халӑмӑр ҫитнӗ таран хамӑр уҫнӑ ҫӗре таврӑнтӑмӑр та вӑл мӗнле иккенне пӗлсе ҫитрӗмӗр. Риваресӑн кирек мӗн тума та чеелӗх ҫитет. Пурте шӑпах пулчӗҫ. Пиртен тӑватӑ ҫухрӑмра Б … графиньӑн питӗ пуян именийӗ пурччӗ; унта управитель анчах пурӑнатчӗ. «Тӑр! — йӑвашшӑн каларӗ майра патша. — Эпӗ ӑнланаймастӑп-ха, Иван Павлыч. — Кун ҫинчен ӑҫтан пӗлетӗр эсир? Эсӗ ӗҫе ан кай, атту Артём мана ҫиленӗ, аннене ӗҫе ямасӑр май тупайман, — тейӗ. Ҫӑварнире ҫапла мӗнле те пулин йӗкӗт вӗҫтерсе пырса тухать, ну лешсем вара пуҫлаҫҫӗ, хӗнеме, лашине те хӗнеҫҫӗ, хӑйне те хӗнеҫҫӗ. «Мӗншӗн эпӗ ӑна ун чух пӑвса пӑрахман-ши?» — пӗр эрне каялла ӑна пӳлӗмрен хӑваласа кӑларнине тата урайне тӗрлӗ япаласемпе ҫапнине аса илсе шухӑшларӑм эпӗ. — Анчах Англи те сире укҫасӑрах сутӑнма ҫав териех пуян мар. — Вара мӗн? — Вӑл ҫак тӗлте вӗҫме тытӑннӑччӗ, комендантски взводри боец сиксе тухрӗ те хайхи, пӗрех кӗрслеттерчӗ ҫакна. Сайра хутра пулакан пушӑ минутсенче вӑл Гриша Гвоздевпа иккӗшин хушшинче пулса пыракан ӗҫсем ҫинчен шухӑшланӑ. — Ҫаксем пирӗн условисем, — терӗ юлашкинчен Сильвер. Эпир пурне те манса кайнӑ пек, ура улӑштарнине сисмесӗр, кӑкӑрпа лямкӑсем ҫинелле уртӑнса пыратпӑр. Ҫакӑ та манӑн пуҫа пырса кӗреймен-ҫке. Акӑ, эпӗ ҫак шашкӑна илтӗм вара. ССР Союзӗ вӑл — пӗртан праваллӑ Союзлӑ республикӑсен ирӗклӗ союзӗ. Тӑваттӑмӗш шкул-коммунӑран каярахпа паллӑ та хисеплӗ ятлӑ пулнӑ ҫынсемех вӗренсе тухрӗҫ. Анчах чӗрем ытла та хытӑ ыратать-ҫке… — терӗ хӗрарӑм, куҫҫульне саппунӗпе шӑлкаласа. Ҫав хурах, — те сӑхман, те плащ пекки тӑхӑннӑ вал, тӗттӗмре асӑрхаймарӑм, — чӳречерен шаккарӗ; тахӑшӗ, те Лукич, те Ҫемен ятлӑ ывӑлӗ, алӑка кӑшт уҫрӗ те, лешӗ пӳрте кӗрсе кайрӗ. — Корытов умӗнче намӑс пулать, пултараймастӑп. Эпӗ, Лушкӑран хӑтӑлсан, тӗнчене ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек пултӑм: нимле венер чирӗсенчен те хӑрамастӑп, акӑлчан чӗлхине те аван вӗренетӗп, хам ӑспах нумай пӗлекен пултӑм, нимле учительсӗрех, парти ӗҫне те чипер туса пыратӑп, ытти ӗҫрен те пӑрӑнман. Тӑшмансем иккӗш те аманнӑ пулин те пӗри те ураран ӳкмен. Бояркин чӳречене карчӗ, пит-куҫне ҫутӑлтарса кӑшт ҫеҫ йӑл кулса илчӗ. Пурӗпӗр вӗт-ха: хӑнӑхмалла. Капитана каларӑм эпӗ: лаша та, укҫа та ҫук ман, фуражнӑйпе ҫул укҫи илмесӗр пулас ҫук ӗнтӗ. Килтисем тинех лӑпланчӗҫ. Ковалев вӗсем патнерех тӑчӗ, манишкин батист ҫухине ҫӳлерех ҫӗклерӗ, ылтӑн вӑчӑри ҫакӑнса тӑракан печаткине майларӗ те ку вӑхӑтра ҫурхи чечек пек пӑртак пӗшкӗнерех хӑйӗн шурӑ аллине ҫамки патне илсе пыракан ҫӑмӑл хӗр ҫине куларах пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ сире нимӗнле канаш та пама пултарайманнине куратӑр эсир… Хӗрарӑмсем пӗр виҫ-тӑва-тӑ кунтан сана юратма пуҫлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек куҫа-куҫӑн нумаях пӑхса тӑман. — Юрать, — терӗм эпӗ. — Эпӗ ытлашши айван мар-ха тата хам ӑҫта кайнине те пӗлетӗп. Андрусевич, Осадчипе юнашар ларнӑскер, хӑранипе минӗренӗ евӗр, шӳтлесе, месерле янк ӳкрӗ те яриех тӑсӑлчӗ. Шампа йывӑррӑн хӳрине вылятать, вӑл вӗҫерӗнсе тарасшӑн. — Ӑҫта кайма калатӑр-ха эсир? — пӗлесшӗн пулчӗ Горева. — О, паллах, композиторсен секторне, мадам, — мӑнаҫлӑн ответлерӗ хуралҫӑ. — Ҫапла, ӗмӗтленетӗп-ха. Сизов хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ, йӑшаланма тытӑнчӗ. — Тӗрӗс. — Манӑн та ҫавӑн пекех, — терӗ маркиз. Ҫынсенчен хӑрать вӑл. Ҫав тери хӳхӗм эсӗ… «Вӑй патӑр! Урине ҫӑтах ҫыпӑҫса тӑракан хура чӑлхине пӑхса савӑннӑ хушӑра, Лушка Давыдов еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, аялти кӗпи умӗнчи ҫуха ҫурӑкӗнче унӑн тӗксӗм сарӑ тӗслӗ чӑмӑр ҫирӗп кӑкрисем чӗтренсе илчӗҫ. — Айта, Джон, — терӗ лешӗ, хӑй пӑлханнине кӑтартасшӑн мар пулса. О-ох, хулленрех, тӑванӑмсем, тӳререх, тӑванӑмсем, тӳрӗрех утӑр… о-о-о! — нӑйкӑшса илчӗ аманнӑ ҫын. Тепӗр тесен, кашни кунах ҫакнашкал пулнӑ унӑн. Мӗн тума кирлӗччӗ эпӗ юратни? Пӗр-пӗрне пиҫиххисенчен ярса тытса, вӗсем нумайччен пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑчӗҫ. Вӑл мана асӑрхамасть. Ҫулҫӳревҫӗсем ку хыпар ҫинчен тӗрлӗ май шутласа пӑхрӗҫ. Вӗсемпе тӗл пулма тискер кайӑксемпе тӗл пулнӑ пекех хӑрушӑ. Оленин станица пурнӑҫне ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ, иртнӗ пурнӑҫӗ халь ӑна темӗнле пачах та ют пек курӑнчӗ, пуласси вара, уйрӑммӑнах вӑл халь пурӑнакан пурнӑҫ тулашӗнчи, ӑна пӗрре те илӗртмерӗ. Эсӗ яланах хӑвӑн мӗн чухлӗ илес килет, ҫавӑн чухлӗ илетӗн, памасан, сирӗн ҫинчен кайса пӗлтеретӗп тетӗн. Амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене тӗлӗкри пек илтсе пычӗ, вӑл халӗ хӑй юлашки ҫулсенче курса-тӳссе ирттернӗ нумай-нумай ӗҫе аса илчӗ, вара, вӗсене йӗркипе пӑхса тухса, пур ҫӗрте те хӑйне курчӗ. Хӑраман чӑхсемпе шӑрӑхпа пиҫсе аптӑранӑ сыснасем ҫеҫ ҫӳп-ҫап куписене тӑрӑшсах суртлаҫҫӗ. Павка, аллине тулли шыв курки тытса, килӗнчен чупса тухрӗ. — Ҫӑлӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те сасартӑк Гальвей ҫынни, пӳртре ҫывӑракан хӑйӗн хуҫине ҫеҫ мар, ҫаран ҫинчи хӑнине те вӑратрӗ. Атьӑр, вӑхӑта усӑсӑр ҫухатас мар. Ыран, ирпе, эпӗ сире хампа пӗрле илетӗп — эпир сирӗнпе хула тулашне каятпӑр. Кӑна хирӗҫ Наташа:— Епле-ха эсир, кил хуҫи, хӑнасене кансӗрлеме пултаратӑр? — терӗ. Фома, кӑмӑл тулнипе, хӑпартлансах пынӑ, унӑн тӗрӗс те витӗмлӗ сӑмахсем калас килнӗ, ҫав сӑмахсене пула, ҫынсене хӑй ҫине мӗнле те пуйсан урӑхла пӑхтарас килнӗ, — халӗ ав вӗсем, сарӑ каччӑсӑр пуҫне, ун ҫине нимӗн чӗнмесӗр, юттӑн, кичем те салху куҫсемпе пӑхса тӑнӑ, — ку япала Фома кӑмӑлне кайман. Февралӗн 15-мӗшчен форт картишне никам та тухмарӗ. — Тарсан ялан урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗн-и, нимӗн те ҫимерӗн-и? — Е эсӗ авланатӑн, е эпӗ сана ылханатӑп, пурлӑха сутса салатса яратӑп, сан валли ҫур пус та хӑвармастӑп. Вӑл ҫавӑн пек тунине епле пӗлмен-ха эсӗ, епле асӑрхаман? — Эс ан итле ӑна. Темӗн те калӗ вӑл, Джим! Тепӗр кунне эпӗ Зинаидӑна кӑшт ҫеҫ курса юлтӑм: вӑл княгиньӑпа пӗрле, извозчик тытса, таҫта кайса килчӗ. Кӗтмен-ҫӗртен унӑн питӗнче кулӑ палӑрчӗ, вӑл ҫӳҫне лӑстӑртаттарса илчӗ, каллех сӗтел патне хӑяккӑн пырса, билетне хучӗ, йӗркипе профессорсем ҫине, унтан ман ҫине пӑхса илчӗ, ҫаврӑнчӗ те ҫирӗп утӑмсемпе, аллисене сулкаласа, саксем патнелле утрӗ. Шырланпуҫри партячейкӑра ҫакӑ вӑл йӑлана кӗнӗ — ӗҫ ҫинче кашни коммунистӑнах хирте пулмалла. — Анчах эп хитона хывса пӑрахнӑ. Хӗрсе пынӑҫемӗн Огарнова хӑвӑрт, хаяррӑн та чӑрсӑррӑн каласа пама тытӑнчӗ, ҫынсене мӗн ҫавӑн пек пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса ҫӳренин тата мӗншӗн вӗсем ют ҫӗрте пӗр-пӗринпе пӗрлешнин сӑлтавӗсем Воропаевшӑн тӳрех уҫӑмлӑ та ӑнланмалларах пулса тӑчӗҫ. Шӑппӑн кулса ячӗ, каллех илме аллисене тӑсрӗ, анчах хут купӑсӑн чӗн ҫаккине сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине тӑхӑнтарма ӗлкӗреймерӗ, татах ӳкерчӗ. — Кӗленчине лайӑхрах ҫуса тасаттарӑр та кают-компанине илсе пырӑр. Ҫакна кала эсӗ мана! Ҫумӑр вӗтӗрен те вӗтӗ ӳккелеме пуҫларӗ, самантрах хӗвел пӑхма тытӑнчӗ. — О, шуйттансем, — терӗ хӗрарӑм, хушнине итлесе кофтине тӑхӑнма тытӑнса. Нумай вӑхӑт хушши ӑна каютӑра хупса усраҫҫӗ, кайран ӑна никам илтмен ҫӗршыв ҫине тӑратса хӑвараҫҫӗ. Вӑхӑт малалла шурӗ, вӗсем ним хускалмасӑр, пӗр сӑмах та калаҫмасӑр ларчӗҫ. Йӗкӗт вӑшт кӑна пуҫне ҫӗклерӗ те пӑшӑрханса ыйтрӗ: — Анчах та мужиксем вутӑ патне е урӑххи патне пырсан, манӑн мӗн тумалла пулать? — Ҫав гишпансем пирки-и вӑл? Марийкӑпа вӑл кашни кунсерен ытларан та ытларах калаҫакан пулнӑ, ҫине тӑрсах унпа пӗччен юлма май шыранӑ. — Юланутпа каятӑр-и? — Аха. — Акӑ, халӗ ӗнтӗ эпир пуҫӗпех пӗтрӗмӗр! — терӗ раскулачить тунӑ пысӑк кил-йышлӑ Гаев. — Унтан вӑл каллех ӳкрӗ те, йӑл кулса илсе, куҫӗсене хупрӗ. — Эпӗ хама хӳтӗлекенсене йышӑнмарӑм, — эпӗ нимӗн те каламастӑп, — сирӗн суда законсӑр тесе шутлатӑп! Хӑйӗн калаҫӑвӗ ҫак пысӑк мӑйӑхлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑкпа ҫав тери хӑвӑрт та кӳренчӗклӗн пӗтессе вӑл шутламан пулмалла. Ҫав сасӑсен пӑлханӑвӗнчех вариометр катушки лӑпкӑ та ҫирӗп сасса тытать. — Итлӗр, итлӗр, Мускав калаҫать… Пӗчӗк аппарат хӑйӗн антеннипе тӗнчери утмӑл станцине тытма пултарать. Тасал кунтан, унсӑрӑн халех пичет пусса яратӑп! Хӑй ҫавӑнтах аяккалла утрӗ, повӑр хартлатса илсе хура уссийӗсене шӑрт пек тӑратрӗ те, ӑна хыҫран пӑхса каларӗ: — Илӗпӗр кирек мӗнле шуйттана та, йӳнтерех пултӑр ҫеҫ… — терӗ. — Халех, халех, — хыпаланчӗ ашшӗ. Ҫаврӑнмалли тӗлте эпӗ хам анса ҫавӑтса яратӑп. — Лашана ирӗк ярас, — тенӗ Миките. Тӑхӑр ҫул вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл — амӑшӗн юратнӑ ывӑлӗ — амӑшӗнчен столица хулине кайма укҫа ыйтнӑ. — Вретник пур, — мӑкӑртатрӗ вӑл тӗксӗммӗн. — Фрейтаг мана пӗр лаша тупма пулчӗ, анчах эпӗ шанмастӑп. Хам ҫак шутсӑр пысӑк обществӑна кӗрекен ҫын пулни ҫинчен шухӑшлама питӗ кӑмӑллӑ мана. Анчах ҫак ҫынсем хушшинче эп паллаканнисем нумай мар, вӗсем те пуҫ сулса: «Сывлӑх сунатӑп, Иртеньев!» теҫҫӗ те пӑрӑнса каяҫҫӗ. Урапа йӗрри лакӑмӗсенче тӑпра сӑрхӑнтарса илеймен ҫумӑр шывӗ халӗ те кӳлленсе тӑрать-ха, анчах Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, тирексенчен те ҫӳлерех, ирхи шупка-хӗрлӗ тӗтре ҫӗкленчӗ, шалкӑм ҫумӑр ҫуса тасатнӑ пек курӑнакан йӑлтӑртатми тӗксӗм-кӑвак тӳпере тул ҫутӑлнӑ тӗле пытанса ӗлкӗреймен ҫамрӑк кӗмӗл уйӑх ҫутӑ тӗсне ҫухатсах пырать. Большевиксен партийӗпе комсомол вакбуржуаллӑ юхӑма хирӗҫ кӗрешсе пиҫӗхрӗҫ. Соколов тухтӑр ҫакӑн пек меслетпе ӗҫлесе хӑйӗн конкуренчӗ хутне кӗнинчен, эппин, ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук. — Мӗн-ха вара? — ыйтрӗ Геркулес. Урайӗнче кивӗ улӑм шлепке выртатчӗ — арҫын ачасем тӑхӑнаканни; эпӗ ӑна та хӑвармарӑм. — Ӑна та вуламан. — Мӗне пӗлтерет ку? — тӑпах чарӑнчӗ Юргин. Анчах вӑл нимӗн ҫинчен те шухӑшламан, пӗрех май макӑрнӑ. — Эсир астӑватӑр-и, пӗр каҫхине пире Тоня пӗр ҫамрӑк ҫынпа паллаштарасшӑн пулчӗ? — Куратӑр пулӗ, ӑҫталла эсир? — Ну, турӑ пулӑштӑр эппин. Тубал статуйи ӳкет, стенасем ишӗлеҫҫӗ, акведук юпи-колонни тӳнсе арканать, тарӑн хушӑксенчен ҫулӑм ыткӑна-ыткӑна тухать, тӳпене кӗл пӗлӗчӗ хупласа хурать. Шурлӑх ҫине пӑс хӑпарать, Подзорная Труба сӑртӑн кӗлетки ҫӑра тӗтре витӗр чӗтренӗ пек курӑнать. Анчах санӑн сӑну тирпейлӗ пулмасан, Гек, сана шайккӑна илме пулмасть вара. Рафаэль, Леонардо да Винчи, Тициан, Корреджио ӳкернӗ ахаль ҫын пуҫнех, ахаль портретах мӗншӗн историллӗ живопись теме юранине, художник хӑй историллӗ картина тӑвас тесе тунӑ пысӑк картина мӗншӗн tableau de genre кӑна пулнине лайӑх пӗлнӗ. Мӗн тума? Сала пурӑнӑҫӗ ман ума пит те савӑнӑҫсӑр сӑн-сӑпатпа тухса тӑрать. Вӑл сарлака ҫанӑллӑ шурӑ кӗпе, ун ҫинчен темле кӑвак тӗслӗ кивӗ халат тӑхӑнса янӑччӗ, — ҫак тум та ӑна пуринчен те уйӑрса тӑрать. Шубин кӑшкӑрса чӗннӗ ҫамрӑк хӗр чарӑнчӗ, Шубин пӳрнипе юнаса илчӗ, икӗ ҫамрӑк хӑй патне ҫывхарсан, янӑравлӑн кӑштах селӗпрех калаҫма тытӑнчӗ: — Мӗншӗн-ха вара эсир, господасем, апата таврӑнмастӑр? Ҫынсем полка ҫавсемех юлчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах тата вӗсем те мар, ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек. «Хӗрлӗ калпак» ҫурӑмӗ ҫинче нимӗн хускалмасӑр выртать. — Эмилио мио! Ҫавӑнпа эпӗ сире ҫывӑх юлташла калам, асӑрхансарах ҫӳремӗ сӗнетӗп. Андрей телейлӗ, хӑй салтак пулнӑшӑн телейлӗ, хӑй халь те, каҫхине те, ирхине ҫапӑҫу пуҫланнӑ вырӑнтах тӑнӑшӑн телейлӗ. Ҫапла ҫеҫ… Анчах вӑл кайсан, эпир ун ҫинчен чылайччен хӗпӗртесе калаҫатпӑр. Сӑмахӑмӑрсем пирӗн ҫавсемех — ӗнерхисемех, ӗлӗкхисемех: мӗншӗн тесен, вӑл та, эпир те, пирӗн таврари пур япала та ялан пӗр пек, ӗнерхи пекех… Серёженька, ман старик ӑҫта? Ҫунаҫҫӗ-им вӗсем сан ҫинче, мӗн тӑватӑн эсӗ вӗсене, — ялан сан валли кӗпе ҫӗлемелле. — Шыв юхӑмне хирӗҫ тытӑр. Вӗлерсех пӑрахмаллаччӗ те ҫав ҫӗлене… — Хӑвӑрах куратӑр — тухтӑра ҫыхса ӑсатрӗҫ ав, турӑ чунӗ вилессе ҫитме те пултарать. Нургалее — носкипе перчетке пачӗҫ. — Вӑл алӑсӑр, урасӑр, вулать, кӑранташне ҫӑварне хыпса ҫырать, кӗнеке страницисене те ятарласа тунӑ резинкӑпа хӑех уҫать тата кӑштах куҫкалама та пултарать… Ҫав тулла (73 центнерне пӗтӗмпех) Ярски колхозне парса яма хушатӑп. — Кӗнеке ҫук, киоск хупнӑ, — тавӑрчӗ Павка. Ватӑ салтаксем, ҫак вӑййӑн чӑкӑлтӑшне ҫирӗп пӗлекенскерсем, кун пек чухне тӳрех: «Парӑн! Император государьтен хӑйӗнчен приказ илмесӗр те пӑшала никама пама нимле тивӗҫӗм ҫук», — тавӑрайрӗҫ ҫеҫ, сассисене юри ӳстерсе, сиввӗн. Анчах ҫамрӑксем пӑтраштарчӗҫ. Мустанг тирӗпе карӑнтарнӑ алӑк хупӑ пулнӑ, анчах ун варри тӗлӗнче шӑтӑк курӑнса тӑнӑ. Урядникпе десятник тухрӗҫ, эпӗ вӗсене хам офицер иккенне, ҫапӑҫусенче ҫӳрекен отряда хысна ӗҫӗпе кайни ҫинчен ӑнлантарса патӑм та хваттер тупса пама ыйтрӑм. Анчах эсир пӗлетӗр вӗт: пирӗн республикӑра ҫар влаҫӗсем яланах граждански влаҫсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ; ҫӗршывра военнӑй положени туса хунӑ вӑхӑт ҫеҫ ку шута кӗмест. Пӗр сехет пек ҫывӑрсах вӑл, тем тӗрлӗ тӗлӗк те курса пӗтрӗ — пурте усал, пурте ирсӗр тӗлӗксем. Огарнова, аллисене чӗркуҫҫисем хушшине хӗстерсе, пӗр шарламасӑр, пӗр хускалмасӑр тенӗ пек ларать. Рита йӑлкӑшса илчӗ. — Санӑн эпӗ… таврӑнатӑп, — терӗ вӑл аран-аран сывласа. Нимӗҫле ҫырнӑ хутӑн иккӗмӗш йӗрки пӗрре те ҫук, — тет малалла капитан. Лена Воропаева хӑвӑрт утма памасӑр аллинчен тытса пырать. Инсаров ӑна лӑплантарчӗ: «Пӗлес пулать», терӗ те ҫӗвӗҫӗ сиввӗн тухса кайрӗ. — Эпӗ ҫухатнӑ. — Куратӑн, епле вӑл!.. — Ан тив, ӑна кунтах хӑвар, — пӳлтӗм эпӗ Бирюк сӑмахне. Вӑйлӑ та ҫивӗч сасӑ шава путарса янӑрарӗ: — Эсир хӑвӑр асаплантарса вӗлернӗ ҫынна юлашки ҫула ӑсатма ан кансӗрлӗр пире, — эпир ҫавна ыйтатпӑр… Ӑна кирек мӗн каласан та, вӑл хушса хурать. Ун пеккисене эпӗ кураймастӑп. Администраци тӗлӗшӗнчен Австрали континенчӗ хӑй темиҫе колонине пайланса тӑрать. — Пирӗн тырра тиесе кайма-и? — Килӗштеретӗн-и? Зала Жухрай, губисполком председателӗ, Аким пырса кӗчӗҫ. Тӑман каллӗ-маллӗ ҫавӑрӑнать, тупӑсем кивӗ ҫуртсен ҫийӗсене вистеҫҫӗ, обыватель нӳхреп стенисен ҫумне, хӑй чавса тукаланӑ траншея ҫумне йӑпшӑнать. — Анчах эсир ӑс ҫитерсех шухӑшланӑ-ха ҫак ҫын Катя упӑшки пулӗ тесе. Мӗн тумалла? Кунта тӗттӗм те, шӑп та, площадкӑна юр хӳсе кайнӑ. — Ну, илтрӗм. Инҫетре аслати кӗмсӗртетрӗ, чӳречерен пӑчӑ ӑшӑ сывлӑш йывӑррӑн юхса кӗчӗ. Хорь хӑйне пӑхӑнакан, пӗр шутлӑ ҫемье туса ҫитӗнтернӗ; Андрей Озеров капитана сассинчен уйӑрса илчӗ. Шел пулин те, сире кӑштах кӗтме тивет: уҫӑ тинӗсре хӑвӑр коллекцие пуянлатма май ҫукрах пек туйӑнать. Ҫанталӑкӗ питӗ лайӑх тӑрать: ҫаврака шурӑ пӗлӗтсем шывра, куҫкӗски ҫинчи пек, уҫҫӑн курӑнса лӑпкӑн та ҫӳлтен ярӑнса иртеҫҫӗ; йӗри-тавра хӑмӑшлӑх кашлать; хӗвел ҫинче тӗлӗн-тӗлӗн кӳлӗ, хурҫӑ пек, йӑлтӑртатса выртать. Суту-илӳсӗр, дипломати ҫыхӑнӑвӗсемсӗр тата хӑвӑр ҫырансене флотпа сыхланисӗр пуҫне сирӗн хӑвӑр утравсен тулашӗнче мӗнле ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ? — терӗ. Вӑраха пынӑ-и кӑмӑлӑн ҫак улшӑнӑвӗ, вӑл мӗн пулнӑ, мораль тӗлӗшӗнчен ман аталанӑва мӗнле ҫӗнӗлӗхсем кӗртнӗ, — ҫаксем ҫинчен эпӗ яшлӑхӑн телейлӗрех тепӗр тапхӑрӗнче каласа парӑп. Негоро та унпа пӗр вӑхӑталлах кайрӗ. Плуг тӗренӗсемпе шӑрчӗсене юсама пӗр татӑк тимӗр те ҫук. — Юлма-и? Сылтӑм алли йӑлтах юнланса та кӗлленсе пӗтнине асӑрхасан, Андрей пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе туртӑнса илчӗ те, аллине шӑлавар ҫумне сӑтӑрса тасатма тытӑнчӗ. Йӑмӑкӗ урайӗнче, стена патӗнче, тикӗссӗн сывланӑ. Кукамай пычӗ, ман паталла пӗшкӗнчӗ те кашт ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ: — Эсӗ мана каҫар, эпӗ сана ыраттармаллах туртмарӑм вӗт, эпӗ юри вӗт! Эпир вӗсене сӑнчӑрлатпӑр. «Тӑхта-ха, тен, кунта ман валли мӗн те пулин ҫук-и», терӗ те вӑл, картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем патне пӗшкӗнсе, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, тусанпа тата пылчӑкпа витӗннӗ никам хисеплемен картинӑсене пӑхма пуҫларӗ. Вельбот ҫинче вӑйлӑ ҫынсем кирлӗрен Халл капитанӑн карапа ирӗксӗрех Дик Сэнд аллине шанса хӑвармалла пулчӗ. Пӗлместӗп, темле ӗнтӗ. — Юрать, бала каймастӑн вӗт, факт. Лушка килнӗ ҫынсем ҫине тимлӗн те тем пӗлесшӗн пулнӑн пӑхса илчӗ, куҫа шартармалла кулса ячӗ: — Ара, кунта пурте хамӑр ҫынсем вӗт, камран вӑтанас-ха манӑн? Кунсерен вӑл ытларах та ытларах шухӑшла пуҫларӗ. Ку — халӗччен пулманни, — хулара кӑвайт чӗртменни пин ҫул ытла ӗнтӗ, ташлакан ҫулӑм пирки авалхи юрӑра кӑна юрлаҫҫӗ. Мӗнре санӑн хавху? Ак хайхи хам ӗмӗрте нихҫан туман шухӑш пырса кӗрет пуҫӑма… Вилнӗ паттӑрсен тӑванӗсемпе юлташӗсем хӑйсен ҫинчи кӗписене ҫураҫҫӗ, чӑмӑрӗсемпе кӑкӑрӗсене ҫапаҫҫӗ, пичӗсемпе хулпуҫҫийӗсене шапа хуранӗсемпе чӗреҫҫӗ. Тытам та чуп тӑвам ӗнтӗ пӗрех хут. Ирпе, сакӑр сехет ҫитсен, ҫул ҫине тухмалла. — Апла пулсан, тӑхта-ха, каҫӑр сӑмса, — терӗ ӑна Шубин, — эпир сана кӑтартӑпӑр. Ватӑ старик хӑратнине тӳссе ҫитереймен, хам ҫырнӑ сочиненисенчен сивӗнетӗп, тенӗ вӑл. Ҫав самантра чӳречере приказнӑйсем курӑнчӗҫ, икӗ хут рамӑсене ҫӗмӗрсе тухасшӑн вӗсем. — Фронтовиксем пур-и залра? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен хӑйӑлтатакан сасӑпа, ҫак ыйтупа мӗн ыйтса пӗлессине, мӗн палӑртассине хӑй те пӗлмесӗр. Астӑватӑн-и тата эсӗ: хамӑр таса чӗрепе тупа тунӑ сӑмах ҫине тӑраймасан, вӑрманта мӗн чухлӗ йывӑҫ пуррине, ҫӳлтен мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр ӳкнине шутласа кӑлармасӑр каҫару ан кӗттӗр… Ял патне хӑпарса ҫитсен, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫавӑнтах хӗрринчи пӳртсем ҫумне, пахчасен ҫатан картисем ҫумне канма тӗшӗрӗлсе анчӗҫ. — Унтан эпӗ, — терӗ вӑл кулкаласа, — тӳрех сирӗн ялӑра тапса пытӑм, ҫул тӑрӑх кӑштах шӑнса вилеймерӗм. — Кунта ҫӗр каҫатпӑр. — Ну, юрӗ, Яшенька, сывӑ пул, — тетчӗ юлашкинчен районти начальник. Эпӗ ҫав тери намӑсланса кайрӑм. Камӑн май килнӗ — пурте вӑрмантан уҫланкӑна сиксе тухса кӑнтӑр еннелле, самолётсем таврӑнмалли ҫӗрелле пӑлхануллӑн пӑхма тытӑнчӗҫ. — Сывах-ха, Николай Еремеич. Эсир ҫывӑратӑр-и? Е зоологически сада арӑслансене пӑхӑнтарма вӗренме кӗресшӗн йӑнкӑлтататчӗ вӑл, е пушар сӳнтерме ӗҫе вӗренесшӗнччӗ. Вӑл кулса ячӗ те, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне илӗртнӗн туйӑнса кайрӗ. — Астӑватӑн пуль, сана эпир экспедицийӳпе кӗтеттӗмӗр те, вӑл таҫти стойбищӑсене те ҫитсе ҫӳрерӗ, ненецсем урлӑ ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. — Мӗнле ӑнланаймастӑн эсӗ, ачам? — терӗ пӗрре кулмасӑр майор. Вӑл — шыв вӗретекен, аш-какай пӗҫерекен машина. Эпӗ ҫавӑнтан вара атте патӗнчен тарҫӑна тухса кайрӑм. Сергей пӑртак хӑрарӗ те, анчах ҫав вӑхӑтрах чӗринче унӑн темскерле кӑтӑклантаракан, пуҫа ҫавӑракан хӑюлӑх ҫӗкленсе пычӗ. — Кирек мӗнле сӑнчӑр валли те лайӑх путпилкӑ тупӑнма пултарать, анчах Пӑван суранланман-ши?.. Ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн профессор ик-виҫӗ сехет хушши хӑйӗн куллен ҫырса паллӑ туса пынисене йӗркелерӗ. — Акӑ мӗнле тӑрантараҫҫӗ иккен сире! — терӗ вӑл, пӑшӑрханса. — Эпӗ Евгенипе килӗшетӗп, — тавӑрчӗ вӑл. Катя ун ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ. Анчах «Пилигрим» пӗтрӗ. Вӑл ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрӗнтерсе лартнӑ та, ҫӗлӗкпе сӑхман ҫинчи юрне силлесе тӑкса, турӑш умнелле ҫавӑрӑнса тӑнӑ, никама та курман пек пулса виҫ хут сӑхсӑхнӑ та турӑша пуҫ тайнӑ, кайран хуҫи еннелле ҫавӑрӑнса малтан ӑна, унтан сӗтел хушшинче ларакансене, унтан тата кӑмака патӗнче тӑракан хӗрарӑмсене пуҫҫапнӑ та: «Праҫник ячӗпе ырӑ сунар!» тесе, сӗтел ҫине пӑхмасӑр, хывӑна пуҫланӑ. Фома аллисем чӗтресе кайнӑ, вӑл ашшӗ пуҫне калтах янӑ, лешӗ вара ҫӗр ҫине нӑчлатса ӳкнӗ… Пӳлӗме ҫавӑнтах шурӑ чечексен ирӗлсе исленекен ачаш, ҫепӗҫ те савӑнӑҫлӑ шӑршипе тулса ларнӑ сулхӑнтарах сывлӑш ытампаланах вӑркӑнса кӗчӗ. Вӑл донья Исидоре Коварувио де-Лос-Ланос — Рио-Гранде тӑрӑхӗнчи пысӑк гасиенда хуҫин хӗрӗ пулнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл малалла тайӑлса, инҫетелле тинкерсе пӑхнӑ. Врачсем мӗн калаҫҫӗ вара? Шӑпах ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӗр хӗрарӑм курӑнса кайрӗ. Белецкий сиксе тӑчӗ. Чи малтан кунта рубежӑн сулахай флангӗнче тӑнӑ ротӑсем, пӗтӗм йышӗпе тенӗ пек, килсе ҫитрӗҫ, — хыпаланма юратман, лӳппертерех Журавский капитан, пуринчен ытларах ҫапӑҫнӑ пулин те, хӑй батальонӗнчи йыша лайӑхрах упраса хӑварнӑ. Сак ҫинче лараканскер, вӑл кӗслине хӑйӗн шӗвӗр чӗркуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те, ун хӗлӗхӗсене тымар пек кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнисемпе хускаткаласа, суккӑр ыйткалакансем юрланӑ пек, янӑранӑ кӗвӗ майӗпе ташша ячӗ: Акӑ сире чӑн юмах-сӑмах, Тупсӑмне тупса халӗ калӑрах. Анчах чӗрӗлтӗм-иҫ. Аллӑра парӑр мана. — Пӗлместӗп ӗнтӗ. Кайӑп ӑҫта та пулин! Пӗчӗкҫӗ хула пӗр эрне хушши ӗнтӗ тупӑсем ухлатнине, пӑшалсем шатӑртатнине итлесе ҫывӑрма выртать, вӗсен сассисемпех ыйхӑран вӑранать. Лӗпӗртетсе ҫитрӗ сире! Эсир мана итлесшӗн мар иккен? — Ҫавӑ ҫеҫ-и? — ыйтрӗ Елена. Донка кӗчӗ, вӑл шурса кайнӑ, хӑранипе чӗтресе тӑрать. — Донка, хӗрӗм, пыр, куку патне ҫывӑрма кай, анчах урампа ан ҫӳре, ҫатан урлӑ каҫ, — терӗ Цанко. Калинкке патӗнче Давыдов чарӑнса тӑчӗ. Кам ҫине шутлатӑн, Андрей? — ыйтрӗ вӑл. — Консепсиона. — Мӗнле-ха капла? Коридорта пурне те пӗлме юратакан горничнӑйсен кӗписем, пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ, буфетра пӗр хутчен темле хӗрарӑм кӗпи курӑнса кайрӗ, эпӗ ку баронесса хӑй пуль, тесе шутларӑм. Тӑваттӑн-и, пиллӗкӗн-и пӳрте кӗчӗҫ, иккӗшӗ ҫул ҫинче тискер суккӑрпа пӗрле юлчӗҫ. — Вӑл аппӑшӗсем патне ложӑна ларать, — терӗ Дубков. — Чӗрнесем хушшинех ҫав… Дик Сэнд штурвал патӗнчен пӑрӑнмарӗ. Вӑл тӳрех урам варринчех пулса иртет, час-часах вӑл ӑнсӑртран иртсе каякан ҫынна вилӗм те кӳрет. «Ҫук пуль, — терӗм эпӗ, — унта ҫуртсем теҫеткене яхӑн кӑна теҫҫӗ, ҫутӑсене сӳнтернӗ пулсан, сисмесӗрех иртсе кайӑпӑр». Партбилетна кӑларса хур ҫакӑнта! — терӗ те, хӗрлӗ ҫӑмлӑ аллин ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле шарт ҫапрӗ. Анчах Сатурн ҫинче пурнӑҫ ҫук. Пурлӑхӗ мӗнле? — Намӑсӗ ҫинчен каламастӑп та эпӗ, — терӗ Леноре фрау малалла: — кун пекки, хӗр каччине качча тухма хирӗҫ пулни, ӗмӗрне те пулман вӑл; анчах ку пире ҫуклӑха хӑварать-ҫке, Herr Dimitri — Леноре фрау, хӑй хуйхине ҫӑмха ӑшне вырнаҫтарасшӑн пулнӑ пек, тутӑрне тӑрӑшсах пӗчӗк хытӑ ҫӑмха пек туса чӗркерӗ, — Herr Dimitri, хамӑр магазин дохочӗпе малалла пурӑнма пултараймастпӑр эпир. Эпӗ ӑна арчана пытарса лартнӑччӗ. Трамвай пӗкки ҫинче ялтлатса илнӗ кӑвак ҫутӑ пӗр самантлӑха пӳлӗм ӑшчиккине ҫутатрӗ те, вӗсем пӗр-пӗрин пичӗсене курчӗҫ. — Мана! Кирлӗ! — Ах мӗнле чӑрсӑрскер! Хура Ура йӑхӗнчи хӗрарӑмсем вигвамсенче яланах пеммикан усранӑ. Вӑл акӑлчанла та калаҫать. — Тӑхта, старик, — пӳлчӗ те ӑна Алексей, хӑйне кӗсйисенчен ҫапкаласа илчӗ: — Ҫыру, ҫыру… Ҫав шукаласа тӑракан чул картлашкасенчен пӗри те пулин Ганс ури айне лексенех, вӑл лӑпкӑн:— Сыхланарах пус, — тесе асӑрхаттарать. Ҫанталӑкӗ питӗ лайӑх, малтанхинчен те лайӑхрах тӑрать; анчах шӑрӑхӗ ҫав-ҫавах чарӑнмасть. Ҫав хушӑрах Кольхаун лаша улӑштарни ҫинчен те асӑнать. Хӑш-пӗр ҫуртсемпе стенасене темле ӑнланмалла мар сӑрласа пӗтерни кӑна тӗлӗнтернӗ, — вӗсем футуристсен киревсӗр картинӗсене аса илтернӗ, тата хӳмесем, витринӑсем ҫинчен иртсе пыракан ҫынсем ҫине пӑхса тӑракан «ТАСС чӳречисем» Маяковский кӗнекисен академиллӗ изданийӗсенчен сиксе тухнӑ пек курӑнса тӑнӑ. Кунта, йӗплӗ хулӑ ҫырминче шӑпчӑксем мӗнле юрланине итлесе пӑхасчӗ — ӑсран каймалла вӗт! — Ун пек пулас ҫук! Мересьев пур тӗрӗслевсене те ҫӑмӑллӑнах ирттерчӗ: аллипе вӑл нормӑран пӗрре те ҫурӑ ытларах пӑчӑртарӗ, сывлӑша ҫав тери нумай вӗрсе кӑларнипе виҫмелли стрелка тепӗр вӗҫнех кайса перӗнчӗ. Ҫӗр варрине тухса каймалла! Анчах та куратӑп эпӗ, — лайӑх ҫынсем эсир, чӑнах! — Эпӗ акӑ кунта, куратӑр, темӗнле Цинциннат пек, кайран акакан ҫарӑк валли йӑран тӑватӑп. — Эсӗ каях, каях аяккалла! — тет кукамай. — Ҫапах та: «Сывӑ пултӑр король!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ вӗт. Каҫ пуличчен эпир ҫавӑнта ҫитме ӗмӗтленетпӗр. Малалла тухса ларнӑ ҫуртсем, — ун пеккисем аллӑ ҫул каярах пур ҫӗрте те курӑнкаланӑ, — тата урам тӑршшӗпех икӗ рет колоннӑсем пулни хӳтӗленме май панӑ. Пӳрт хыҫӗнче лаша валли аслӑк пулма кирлӗ пек туйӑнать мана. Аякран пӑхсан, Тихон темшӗн ухмах Антонушка пек туйӑнса кайрӗ, ҫав ӑнланмалла мар ҫын ҫинчен шухӑшласа, Никита Артамонов хӑвӑртрах утма пуҫларӗ, ӑна йӗрӗнтермӗш сӑмахсем аса килчӗҫ: «Христос чӗрӗлнӗ, вӑраннӑ! Пӗтӗм картишне янӑратса ахӑлтатакан ачисем мӗнле выляса алхаснине вӑл савӑнса пӑхса ларчӗ. — Игнатенок, хӑраса ӳкнӗскер, урайӗнчен сиксе тӑчӗ. Капитан хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Вӑл та пысӑк хӑрушлӑха лекӗ. Тискер ҫынсем чӑнах та пӗлӗтсем хӑйсене чӗнсе илнӗ ҫынсемпе пӗрле каясса кӗтрӗҫ, асамҫӑ ют ҫӗрти ҫынсен юнӗпе пӗтӗм халӑха терт кӳпӗ ҫумӑра хуса ярасси пирки иккӗленмерӗҫ те. — Тӗрӗс, асаплантармаҫҫӗ. Анчах лайӑх ҫыннӑн хӑйне упрас пулать.. — Вӗсем сирӗнтен кулӗҫ, сире вӑрҫӗҫ. Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ухмахла япалана пула унӑн сухаланӑ пусӑ тавра ҫаврӑнса ҫӳресси те виҫӗ ҫухрӑм таран ун тӑрӑх такӑна-такӑна утасси килместчех ӗнтӗ. — Эпӗ ҫавӑн чухнехи пек марчи вара?.. Манпа вӑл питӗ ачашласа калаҫрӗ. Эпӗ тарни ҫинчен пӗр сӑмах та каламарӗ, — мухтамарӗ те, вӑрҫмарӗ те. — Хур шӑммине парсамӑр, — терӗ мана учитель, аллине тӑсса. — Вӑл кирлӗ пулать. — Кунта халь, — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа, — мана ун чухне вунӑ пус панӑ пике… Час-часах, ҫуллахи каҫсенче, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, ҫӗр ҫинчи мӗнпур япала кӑмӑл-шухӑша вӑратса пӑлхатакан вут тӗсӗпе сӑрланнӑ чух, унӑн кӑкӑрне темӗнле халиччен астивмен, халиччен ӑнланман туйӑм кӗре пуҫланӑ. Тельмарш унӑн пӗр хулпуҫҫийӗ ҫинче пуля шӑтарса тухнӑ ҫаврашка суран тупрӗ. Нивушлӗ ҫакӑ — пурнӑҫра чи кирли? — Хӑрарӑн-и? Вӑл пӗр мильӑна яхӑн пӗр еннелле кайнӑ, анчах ҫакӑнта вӑл тем шартах сиксе илнӗ те хӑвӑрт чӗлпӗре туртса лартнӑ. Лена ассӑн сывласа, тухтӑра аллинчен тытрӗ. — Каяр, йӑлтах тӗттӗмленсе ҫитрӗ. Каҫ хӑйӗн ҫунаттисене тусем ҫине те сарса ячӗ. «Ҫук ӗнтӗ, мӗн шухӑшламалли унта — малтан шутланӑ пекех пултӑр, — терӗ вӑл, тутисене ҫыртса. Малта ҫутӑсем курӑнкала пуҫларӗҫ, ҫутӑсем йышланнӑҫемӗн йышланса пычӗҫ, унтан кустӑрмасем чул ҫийӗн тӑнкӑртатма тытӑнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра хӗр Воропаева аса илчӗ те, тӑлӑх-турат пекех кичемленсе кайрӗ. — Эсӗ, Лукич, хӑв ҫинчен хӑв кала. Ытти офицерсем кӗтӗвӗпех тулалла кӗпӗрленсе тухрӗҫ. Ҫапла, куҫҫуль тумламӗсемпех, вӑл кресло ҫинче ҫывӑрса кайрӗ. Нимӗнле ҫутӑсӑр, пӑч тӗттӗмре ларатчӗҫ вӗсем, Ромашов ҫавсем пуррине шӑппӑн илтӗнекен хускану-чӑштӑртатуран кӑна асӑрхарӗ, вӗсем камсем иккенне те ҫывӑха пырса пӗшкӗнсе пӑхсан тин аран палласа илчӗ. Вӑл шартах сиксе илет. Эсӗ мана, Макарушка, вилеслех кӳрентертӗн! Тепӗр хут вӗрӗлсе чирлӗн, пирӗн вӑхӑта ахаль ирттерме юрамасть, мӗншӗн тесен шыв урлӑ каҫма вӑрах вӑхӑт кирлӗ пулӗ. Дик Сэнд пуринчен малтан Динго хайне урӑхла тытнине асӑрхарӗ. Вӑл пуриничен те вӑйлӑрах, тӳрӗрех, паллах — пуринчен те ҫирӗпрех. Урӑхла пуласса шанса тӑнӑ ҫӗртех Дик Сэнд кун пекки ҫинчен шутласшӑн та пулманнинчен тӗлӗнмеллиех ҫук. Лешӗ ун гимнастёркин ҫухине пӗтӗрсе тытса, ӑна карланкӑран ярса илчӗ те пичӗ умнех револьвер илсе пычӗ. Ҫамрӑк креолкӑна хай илемӗ ҫинчен астутарни кирлӗ те пулман. Кӗпесем ҫутарас тӗлӗшпе мӗнле майлаштаркаларӑн? — Танк-и? — ыйтрӗ Юргин. Вӑл, пӗлсех тӑратӑп, эмбриологи ҫинчен илтмен те, анчах пирӗн вӑхӑтра унсӑр мӗнле пултӑр? — Ҫывӑрах, вӑратмастӑп, — пӗр именсе тӑмасӑр, хӑюллӑн та харсӑррӑн ыталарӗ вӑл ӑна. Ҫитет-и? Пӗр минута мӗшӗлтетсе тӑрсанах, кая пулнӑ пулӗччӗ. Козаксем пищалӗсенчен ҫав-ҫавах переҫҫӗ, пӗр минутлӑха та чарӑнса тӑмаҫҫӗ. — Спектакле халӑха усӑ кӑтартас ӗмӗтпе выляҫҫӗ, унта выляма юратакансем кӑна. Кунсем тӗлӗнмелле лайӑх тӑраҫҫӗ, хӗвеллӗ, ҫилсӗр. — Хурт-кӑпшанкӑ шырамасан, мӗн шырама пултарап-ха эпӗ урӑх? Сержант ертсе пыракан вӑтӑр гренадер-разведчиклӑ отряд тӗп отрядран нумай малта пырать. Мӗншӗн тата кӑтартмастӑн? Фомана, борт патне сӗтӗрттерсе пырса, капитан каюти ҫумне пӑрахнӑ, унтан тарланӑ пичӗсене шӑлкаласа, костюмӗсене тӳрлеткелесе, ун патӗнчен чакса тӑнӑ. — Памастӑп! Мӗншӗн хӗн-хур курать-ха ӗнтӗ вӑл… Картишӗнче пӗр ҫын та ҫук. — Мӗскер вара? — Гм! Ӗҫлеме тытӑнсан малтанхи кунсенчех вӑрлӑх фондне хывас ӗҫре сахал мар йывӑрлӑхсем пуласси тата срокра ӗлкӗрме те чылаях кансӗрри палӑрчӗ. Вӑл лайӑх таптаса такӑрлатнӑ сукмак пулнӑ, вӑл уҫланкӑн пӗр енне пырса тухса, тепӗр енчен аяккалла тухса кайнӑ. Утрав пуҫлӑхӗн виҫӗ пин акра яхӑн йышӑнакан илемлӗ паркпа чаплӑ ҫурт пур, паркне ҫирӗм фут ҫӳлӗш купаланӑ чул стенапа ҫавӑрнӑ. Вӑл та «ҫамрӑк» ҫынсенчен, тепӗр майлӑ каласан, нумай пулмасть хӗрӗх ҫултан иртнӗскер пулнӑ, анчах вӑл государство ҫыннисен шутне кӗме тӗлленӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче кашни енчех пӗрер ҫӑлтӑр пулнӑ. Танкпа тӗл пулас умӗнхи мӗнпур юлнӑ секундсенчен шӑп та шай ҫав секунда тытса илме пӗлни кирлӗ. — А-а-а-а! — янӑравлӑ, телейлӗ сасӑсемпе тытса, ҫӗклеттерсе илеҫҫӗ салтаксем. — Ан тивӗр ӑна, Чезаре. Вӑл мана кӑмӑлламанни нимех те мар. Ҫитменнипе тата эпӗ хам та унран сахал мар айӑпла. Хам выляса янине, йӑнӑш тунине тата эсӗ выляса илнине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп. — Ҫуласа илӗр ҫавна! Эппин, эпӗ сана БАО-на ямалла тунӑшӑн кӳрентӗн эсӗ! Андрее иккӗмӗш хут килтен тухса кайма хӑрушӑ пек туйӑнчӗ, унӑн каллех чӗри ыратса кайрӗ. (Пурте кулаҫҫӗ, алӑ ҫупаҫҫӗ.) — Кай лаша, йӑлӑхтартӑн. Харӑссӑн кӗмсӗртеттерсе ячӗҫ малта полк параппанҫисем. Наталья кӑшкӑрчӗ: — Ахаль те рабочисене ҫав тери йышлантарса ятӑр, ниҫта тухма ҫук! Казаксем тепӗр уйӑхран похода тухса каясшӑн, нумай килсенче туй тума хатӗрленеҫҫӗ. Ҫул ҫине тухса каяканни вара хӑй ҫинчен ҫеҫ калаҫма пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем ыттисемшӗн, хӑйне интереслӗ пулнӑ пек, интереслӗ маррине пачах асӑрхамарӗ. Пӑхӑр! Мӗн ҫисе пурӑнтӑн-ха эсӗ? «Сана вӑл япӑхах ҫитермен, пӑхман пулмалла», — кӳренсе шухӑшларӗ Макар, йывӑррӑн, питӗ йывӑррӑн ҫатан пусми ҫинелле ярса пусса. Мусульманла Хӗвелтухӑҫӗнче темиҫе арӑмпа пурӑнасси сарӑлнӑ пирки хӗрарӑмсене ытларах араб ҫӗршывӗсене илсе каяҫҫӗ, слон шӑммипе улӑштараҫҫӗ. Хатӗрлевҫӗсем иккӗшӗ те командировка хучӗсене сӗтел ҫине хучӗҫ. Ҫул ҫинче лаша урисем тапӑртатни илтӗнсе кайрӗ… Виҫҫӗмӗш тӗрли — хастарлӑ юрату, юратнӑ чуна мӗн кирлине пӗтӗмпех тупса парасшӑн, унӑн кӑмӑл туртӑмӗсене, иртӗнӗвӗсене, лайӑх мар енӗсене пурне те ҫырлахтарасшӑн ӑнтӑлнинчен пулать. Тасатах эс хӑвӑн ҫӗрулмине! Вӑл тӗлӗнмелле ҫӗкленӳпе, хаваслӑхпа ӗҫлерӗ. Вӑл вӗҫев техникине тишкерсе пӗлме, вӗҫеве уйрӑм пайсене уйӑрса хума, кашни хусканӑва уйрӑм вӗренме тӑрӑшрӗ. Ҫак хушӑра ытти ачисем пурте тӑма ҫемӗҫтерсе ҫитерсе унтан пӗчӗк бизонсем тума тытӑннӑ. Эсир ҫавна тӑватӑр пулсан, хӑйне эсир йӑвашлатнӑ тесе шутлӗ вӑл, вара яланах эсир мӗн хушнине пӑхӑнса тӑрӗ. — Николаев хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывларӗ, питне тутӑрпа шӑлса илчӗ. Ку ӗҫ ытлах кӑмӑла каймасан та эпӗ савӑннӑччӗ. — Пӗлместӗн-и, мӗн тунине? — чалӑшшӑн пӑхса ыйтрӗ Волошин. Ҫуркунне хӑйне колхозран кӑларнӑшӑн кӳренет пулмалла». — Унӑн уҫҫӑнах илтӗнмен хулӑнрах сасси, палкаса тухакан пӑшӑлтатӑвӗ Яков Лукича сӑнран ӳкерчӗ тата ытларах хӑратса пӑрахрӗ, сехрине хӑпартрӗ. Хресчен ҫаксене пире, урӑх япала ҫинчен калаҫнӑ пекех, куланҫи туса каласа пачӗ; анчах та унӑн пӗчӗк те пӗрӗнсе кайнӑ куҫӗ ҫине куҫҫуль тумламӗ тухрӗ, унӑн тута хӗррисем чӗтреме тытӑнчӗҫ. — Паллах, колхозра… бригадӑпа тайгара кайӑк тытса ҫӳренӗ. — Сирӗн пачах курас килмест. Ӑна хирӗҫ купец, пӗр хӗрӗх ҫултискер, типшӗм те шуранккаскер, тип ҫупа сӗрӗннӗ пекскер, ларать. Пӗр минутран пуп майри, аллине пушӑ штоф кӗленчи тытса, пӳрт умне тухрӗ. Тӑлӑп пурччӗ те, ҫылӑхӑма пытарас мар ӗнтӗ, ӑна ҫӗрӗк каҫхине укҫа вырӑнне целовальнике парса хӑвартӑм; сивех пулассӑн туйӑнмарӗ. Ӑнсӑртран пуҫа килсе кӗнӗ шухӑш маншӑн ҫав тери ҫӗнӗ те тӗлӗнмеллеччӗ, ҫавӑнпа эпӗ кун пирки шухӑшлама та хӑяймарӑм. Хам тепӗр пӳлӗмелле утрӑм, унта кӑшт тӑрсан каялла пытӑм; пӑхатӑп: алӑк ҫаплах яри уҫӑ, хӗрача ун патенчех пуҫне усса макӑрса тӑрать. Пӗчӗк юханшыва айккинелле ячӗҫ, типпе юлнӑ шыв ҫулӗнче пысӑк, тӑршшӗ аллӑ фут, сарлакӑшӗ вунӑ фут, тарӑнӑшӗ те ҫавӑн чухлех пысӑк шӑтӑк алтрӗҫ. Ил панулми. Испани пуянӗсем, Магеллана экспедицие кӑларса ярса, ҫав пӑрӑҫ пек япаласем ӳсекен ҫӗршыва ҫитме хӑрамалла мар кӗскерех ҫул туптарасшӑн пулнӑ. Ан та калаҫ луччӗ кун ҫинчен. Ну, унтан каллех пурте вилнӗ ҫын ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ — мӗнешкел ырӑччӗ, мӗн тери пысӑк ҫухату ку, тата темӗн те пӗр ҫавнашкал сӑмахлаҫҫӗ, тепӗр самантран пӳлӗме тӑваткал янахлӑ кӗмсӗркке этем тӗрткеленсе кӗчӗ те пӗр авӑк нимӗн шарламасӑр тӑчӗ; ӑна та никам пӗр сӑмах чӗнмерӗ, мӗншӗн тесен король калаҫатчӗ-ха, пурте ӑна итлетчӗҫ. Тен касса пӑрахас, э? — тесе ыйтнӑ. Нимӗн тулкки те ҫук… Яков, ним чӗнмесӗр, унпа юнашар пырса ларчӗ, ашшӗ, килхушши варринче тӑрса, христарати парасса кӗтекен ыйткалакан пек, уҫӑ чӳрече витӗр пӑхрӗ. Кӑштах тӑрсан упа вӑйсӑрланса халтан кайрӗ, ывӑнса ҫитрӗ, хӑй, ытла йывӑрскер, хытӑран хытӑ турткаланчӗ. Вара ҫыран тӑрӑх, пуҫне енчен енне сулкаласа, тайкаланса ута пуҫларӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл кукленсе ларса ӳле-ӳле йынӑшрӗ. Ҫил унӑн урисем айӗнче пӑтрашать; юбкине вӗлкӗштерет, ӑна питӗнчен тирекен юр пӗрчисемпе сапать. Ӗлӗк «Адмирал Бенбоу» трактирта нихҫан та мана ҫакӑн пек нумай ӗҫлеме тивменччӗ. Хӑш-пӗр чухне питне те курма пулать. Акӑ, пӗр ҫулталӑк ытла ӗнтӗ эпир фашизма хирӗҫ хамӑр кӑна ҫапӑҫатпӑр. Дубровскире, Войсковойра, Тубянскире, Кӗҫӗн Ольховатскире тата ытти хуторсенче пирӗн хамӑрӑн боевой группӑсем пур. Кунта мунча мар вӗт, кухня, — тесе вӑрҫма тытӑнчӗ Корчагина. — Ой, мӗскӗн! — терӗ Мэри Грант. Унтан, сывлӑшне ҫавӑрса илсе, кӗсъинчен чӑмламалли тапак плиткине кӑларчӗ те, мана унран пӗр пӗчӗк татӑк касса пама хушрӗ. «Ӑҫта илсе кайӑпӑр-ха эпир ӑна? хупаха-и?» ыйтрӗ ҫул ҫинче ткач. Корытов ҫинчен те шухӑшларӗ вӑл. Унта ман уммӑн калама ҫук выҫтах, хаяр туйӑмлӑ ҫынсем ҫавраҫил пек ҫӑвӑрӑнса иртетчӗҫ, — мана вӗсем пурӑнӑҫ ҫине тарӑхни, тӗнчери пур япаласем ҫине те кӑшт тӑрӑхларах, хирӗҫӳллӗн пӑхни, хӑйсем ҫине каллӗ-маллӗ шухӑшламасӑр пӑхни кӑмӑла каятчӗ. Генерал хӑй ҫине мӗншӗн ҫавӑн пек пӑхнине Озеров тӳрех чухларӗ. Лосьпа калаҫни усса пымасть. Унра темле ӑнланса илмелле мар тӗреклӗх пур. — Плуг пуҫне ҫур теҫеттин. — Ҫӑл шывӗ сана ним тума та кирлӗ мар, чечеке санӑн хӑвӑн куҫҫулӳпе шӑвармалла пулать. Ҫак смерч питӗ хӑвӑрт ҫывхарса килет. — Эпӗ сире ӑнланатӑп. Вӑл мана, Вакула тимӗрҫӗ, хуть те мӗн ыйт манран, патшалӑхӑмра мӗн кӑна лайӑххи пур, пурне те сана парӑп. «Чипер юл, пирӗн пӳлӗм!» терӗ вӑл. — Эпӗ «Сьюзен Поэлпа» Цинциннатирен килтӗм. Комиссар ватӑ салтак ҫине чеен пӑхса илчӗ: — Эх, сухал, вырӑс ҫыннишӗн пурнӑҫ-и вара ку? Кунта лётчикӑн нервисем ҫав тери хыттӑн туртӑнса, татӑласла карӑнса тӑраҫҫӗ те, хӑш чух вӑл командир мӗн шухӑшланине лешӗ приказ сӑмахӗсене каласа пӗтеричченех туса хурать. — Испанилле? — терӗ вӑл тепре. Паллах, ҫавна тума кунта йывӑрах мар, — сиксе тухрӗ тепӗр шухӑш. «Анне» тесе калаймастӑнччӗ. Огнянов сыв пуллашса алӑ тӑсрӗ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, картузне куҫӗ ҫине пусса лартрӗ, — ҫиленсен яланах ҫапла тӑвать вӑл, — унтан чи ҫепӗҫ сӑмахсем суйласа:— Сирӗн, барышня, ӑҫталла та пулсан пӑрӑнасчӗ, — тесе хучӗ. Сан пырас килет пулсан, акӑ паян кайӑпӑр — ман укҫа пур… Эпӗ пӗлетӗп, эсӗ Григорие юратмастӑн, анчах ҫав шухӑшсене эсӗ пӑрах. — Ӑҫта каятӑр-ха эсир? — ыйтнӑ вӗсенчен Петр. Пӗр вӑхӑтра, ҫӑварни эрнинче, Нехлюдов пирӗн пата кунне темиҫе хут кӗрсе тухсан та, тӗрлӗ йӑпанусене парӑннипе, манпа пӗртте калаҫмарӗ, ҫакӑ мана хытӑ кӳрентерчӗ, вӑл мана каллех мӑнкӑмӑллӑ та лайӑх мар ҫын пек курӑнма пуҫларӗ. — Ҫапах та, тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ, — вӗсемсӗр пире тата кансӗр пулнӑ пулӗччӗ-ҫке. — Мӗнле мӗншӗн? ун пек пулсан, эпир те пулас ҫукчӗ. Япаласен ҫыххи аялалла хытӑ шавласа анса кайнине ҫеҫ илтрӗм. Таҫтанах паллӑ, ку ҫын нумай асапсене чӑтса ирттернӗ. Гленарванпа унӑн юлташӗсем кӑна пӗрре пӑхсассӑнах ӑнланчӗҫ. Макар тӗттӗмелле татах икӗ хут: «Чарӑн!..» — тесе кӑшкӑрчӗ, хӑйӗн кил хуҫи арӑмне, ыйхӑран вӑрата-вӑрата, сехрине хӑпартрӗ. Унсӑр пуҫне тата пӗтӗм хӑтланӑш, ӗҫе мӗнле туни — йӑлтах вырӑсӑнни пек — чӑрсӑр, чӗнсе тӑраҫҫӗ. Акӑ мӗн тупрӑм тата хатӗрлерӗм сан валли, хаклӑ пулас ӑру, йышӑнӑр кучченеҫӗ, савӑн тата тав ту, тенӗ пекех. Апрелӗн 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш, 11-мӗш, 12-мӗш кунӗсем пӗр тикӗссӗн иртрӗҫ. Тӑна кӗрсе лӑплансан, вӑл каллех сӗтел хушшине ларса, тарӑн шухӑша кайрӗ. Кусем вара, ытти «билетсӑрсен» кӑмӑлне тенӗ пекех, вӗсене алӑкран каялла кӑларса ӑсатаҫҫӗ. — Эпӗ ун ҫинчен вуланӑ ӗнтӗ. Ачасем хӑраса ӳкрӗҫ, Ванюк та ашӑкӗ айӗнчен сиксе тухрӗ. Пантелей лавпа юнашарах утать, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ шӗлепкипе хулпуҫҫине вӑл чӑптапа витнӗ; аслатие пула хӑлхасӑр юлнӑ пек тата ҫиҫӗме пула суккӑрланнӑ евӗр, хӑрани те, канӑҫсӑрланни те сисӗнмест унӑн. — Стоян пичче ҫавӑн чух тӗрӗс каларӗ ҫав: леш икӗ йытӑпа пӗрлех ӑна та чавса чикмеллеччӗ терӗ. — Кулӑ чарӑнсан вӑл хӑйӗн тӑшманне татах мӑшкӑласа пӳрнипе шаккаса илнӗ. Шанса тӑрас тенӗ кӑмӑлӗ хуллен-хуллен вӑй илсе пычӗ, ҫавна тӗрекленсе пымашкӑн тӗрлӗ сӑлтавсем пулӑшрӗҫ. Аптраса ӳкнӗ Цанко вӗсем хушнине тӑвасшӑн пулса алӑк патнелле утма кӑна тӑнӑччӗ, тепӗр лутра жандармӗ ӑна кӑшкӑрса та пӑрахрӗ: — Чим-ха, хӗрсене ӑҫта пытартӑн эс? Турӑ амӑшӗсене пӗлетӗн-и? Эпӗ яланах халӑхран инҫетре, пӗчченҫи ҫӳренӗ, ҫавӑнпа мана пӗрре те амантман. Малтанхи икӗ пӳлӗмӗ теттӗм пулнӑ, виҫҫӗмӗшӗнче ҫутӑ курӑннӑ. Эпӗ ун ҫине ларса курас тесе тахҫанах ӗмӗтленнӗ. Ашшӗ евӗр-и? Акӑш пекех шап-шурӑ платье тӑхӑннӑ: фу, епле хитре! — Вӑл питӗ чаплӑ сочинени ҫырса хӑварнӑ теҫҫӗ, — сӑмахне малалла тӑсрӗ Елена, — тӗрӗс-и вӑл? — Арӑмсем вӑрҫа каймаҫҫӗ, — терӗ Инсаров, кӑштах хуйхӑллӑн йӑл кулса. Ҫитӗннисене курса, ача хӑйне хӑй чӑн-чӑн акробат пекех тыткалама вӗреннӗ. Хутран-ситрен, тулли кӑмӑлпа, шӑппӑн кула-кула илчӗ. Винтовкине авӑрласа каскине тӳрлетнӗ хыҫҫӑн, Андрей яшт тӑсӑлса тӑчӗ те траншейӑран малалла, нумаях пулмасть ҫапӑҫу пулса иртнӗ хирелле пӑхрӗ. Эпӗ кукамайран:— Мӗн калать вӑл? — тесе ыйтрӑм. Арӑм манӑн лайӑх, хӗрхенетӗп ӑна, анчах килте пурӑнаймастӑп. Шӑмшак кӑштах ыратма чарӑнчӗ, анчах урасене тем пулса ларнӑ. Калама ҫук вӑйлӑ, йывӑр турттаракан лаша пек, тупата турӑшӑн суймастӑп! — Мистер Гленарван пирӗн шыравсен районне пӑртак ӳстермелле пулать пуль тесе каласшӑнччӗ. — Эх, часрах авланас пулать сан! — шиклӗн каласа хунӑ старик. Шубин кулса ячӗ те вӑртах тухса тарчӗ. Анчах пӗр ҫекунд иртсен, хӑй ҫиллинчен вӑтаннӑ пек пулса, васкасах:— Мана пит йывӑр пулнӑ, тесе ан шухӑшлӑр-ха, — тесе хушса хучӗ. Симӗс сӗтел хушшинче вӑл пурин ҫинчен те манса каять; ҫитменнине, ялан тенӗ пекех, выляса ярать; анчах выляса яни унӑн выляс кӑмӑлне хӗтӗртет кӑна. Ҫав Кондратах илӗр-ха акӑ, кӑранташ ҫине утланса ҫӳрет тейӗн: пӗрмай ҫырать, шутлать вӑл, унсӑр никам та ҫырма пултараймасть имӗш. Савӑт-сапа ҫума, урай шӑлма ӑна пӗр харчевньӑна илнӗччӗ, анчах акӑлчан чӗлхипе хушнине ӑнланман пирки, мӗн каланине тӑваймарӗ те, ӑна пӗр-икӗ кунтанах кӑларса ячӗҫ. Унтан вара вӑл нимӗн те шырамарӗ. Сивӗ пӳрт текеннинче — ҫенӗхрен сылтӑмалла — икӗ хӗрарӑм пӑшӑлтатма тытӑннӑ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр, пушӑ чӑмсем, хытса кайнӑ тӑлӑпсем, ҫуллӑ чулмексем, темӗнле ҫӗтӗк-ҫатӑк тултарнӑ тата ача вырттарнӑ сӑпка илсе тухаҫҫӗ, мунча милӗкӗпе урай шӑлса тасатаҫҫӗ. Хӗрарӑм мӗнле усал япала иккенне эпӗ тин кӑна туйса илтӗм. — Адрес енчен илсен, эпӗ халӗ куҫса ҫӳретӗп. Анчах манӑн сӑмахӑм — ӗҫ. — Тамӑк! хӑрушла! — Телейрен пысӑкки нимӗн те ҫук-и вара? — терӗ вӑл шӑппӑн. Ҫак «Нью-Йорк геральд» хаҫатӑн Ливингстона шырама янӑ хастарлӑ корреспонденчӗ ӑна 1871 ҫулхи октябрӗн 30-мӗшӗнче Танганьика кӳлли хӗрринче Уджиджинче тупнине пӗлетпӗр. Анчах ӑна хӑтарасси ҫинчен никам та, вӑл хӑй те, шухӑшламарӗ пулас. — Пымасӑр, халех пыратӑп, Бойчо! — Аndа! Бородин генерал ҫывӑрать-мӗн. Артур пусма ҫинчен хӑвӑрт чупса анчӗ. Хӑмӑр шултра чулсен хушшинчен сулхӑн ҫапать. Сире эпӗ тӳрех калатӑп: сирӗнпе ҫемҫе калаҫни пулӑшмасан, эпӗ сире ҫирӗп тыткалама хушӑп! Мана иккӗшӗнчен пӗрне суйласа илме хушас пулсан, эпӗ Европӑри аслӑ та ӑслӑ парламентри хисеплӗ вырӑнта тӑракан ораторсене мар, яланах ҫак ӑслӑ-пуҫлӑ чӗрчунсен калаҫӑвне лӑпкӑн итлесе ларнӑ пулӑттӑм. — Ну, юрӗ! — лӑпкӑн ответленӗ Фома. Купецсем ырӑ кӑмӑлсемпе чӗмсӗррӗн тӑнӑ: вӗсен пичӗсем ҫинче сӑваплӑ сӑн-сӑпат палӑрнӑ; вӗсем тирпейлӗн, тӑрӑшуллӑн кӗлтунӑ, тарӑннӑн сывласа, аялалла пуҫ тайса, куҫӗсене хурлӑхлӑн ҫӳлелле ҫӗклесе сӑхсӑхнӑ. Анчах мӗнле майпа? Ахаль мужик ҫавӑн пек ӗҫпе хӑтланни пулать-им вӑл? Вӑл кулса ячӗ, ҫӗрулмине ҫисе пӗтерчӗ те каллех йӗме тытӑнчӗ. — Кӑмӑл тусамӑр… Каштанка, куҫ тӗкӗсем ҫине ларса тулнӑ юр пӗрчисем витӗр ҫав палламан ҫын ҫинелле пӑхрӗ те, хӑйӗн умӗнче сухалне хыртарнӑ, шыҫмак питлӗ, лутра, самӑр ҫын тӑнине курчӗ. Пуҫне вӑл цилиндр тӑхӑннӑ, ҫийӗнчи кӗрӗкӗн тӳммисене вӗҫертсе янӑ. Ӑна, шуйттана, сӳпӗлтие, катемпи вырӑнне кураксене хӑратма пахчана илсе кайса, шак хытса тӑмаллах тӑратса хурас пулать, эсир авӑ ӑна ман пата бригадӑна персе чикрӗр, чикана амӑш ҫумне янӑ пек йышӑнтартӑр! Карчӑк ҫухӑрнине илтсе, кӗлет айӗнчен ула анчӑк чупса тухрӗ те хӑлхана ҫурмалла вӗрме пуҫларӗ. — Мӗн пулчӗ вара? — терӗ амӑшӗ тепӗр хут. Чире пуҫхӗрлӗ тӑратӑр. Пурнӑҫ вӑл, Фома, питӗ те ӑнланмалла: е пурне те кӑшла та ҫырт, е пылчӑкра хӑяккӑн вырт. Ҫак икӗ ҫынтан пӗри — вилӗмшӗн, тепри пурнӑҫшӑн кӗрешнӗ. Эпир ҫурҫӗрелле пӑрӑнмасӑр малтанхи майлах кайма тӑрӑшрӑмӑр, мӗншӗн тесен ҫурҫӗр еннелле сулӑнсан, эпир Аслӑ Тутар ҫӗрӗн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри ҫыранӗсем патне е Пӑрлӑ океана пырса тухма пултарнӑ. — Никамран ыйтсах та тӑмӑп… — Шӑнса вилетӗп анчахчӗ вӗт эпӗ. Эсӗ те вилетӗнччӗ, эпӗ те… — Кил-ха кунта. Ах, тӑванӑм, калама та ҫук илемлӗ-ҫке пурнӑҫ!» Манӑн ялтан темиҫе ҫухрӑмра Шумихино ятлӑ пысӑк ял пур, унта таса Козьмапа Дамиан ячӗпе лартнӑ чул чиркӳ пур. Пӳрте туллиех тӗтӗм тухса тулнӑ, урай варринче ҫеҫ, Петруҫ тӑнӑ вырӑнта, кӗл купаланса выртать, кӗлӗнчен ҫаплах-ха пӑс тухкаласа тӑрать. — Севастополе эпӗ сире те кӗртмен пулӑттӑм. Унта минӑсем нумай-хӑ. Мӗн? Калаҫма юратакан тата кирек мӗнле ҫӗнӗ япалапа та питӗ интересленекен тухтӑр, юлашки машинӑсем хускалса кайнине курчӗ пулин те, чӑтса тӑраймарӗ, калаҫӑва хутшӑнчӗ. Ну, эпӗ сирӗн умӑрта калама та хатӗр, ҫамрӑк чухне вӑл йӑла пулнӑ манӑн — тӗрӗс; анчах уншӑн тивӗҫлипех тӳснӗ эпӗ! Тул енчен кӗрсе кайнӑ ҫӗҫӗн ҫивӗчӗшне перӗнмесӗр Джон Мангльс ӑна тытнӑ алӑран ярса илчӗ. Оленин темле хӑраса ӳкрӗ, хӗрелсе кайрӗ те, хӑй мӗн каланине пӗлмесӗрех: «Эп сан аннӳнтен хӑратӑп. Кунпала Гарперӑн кӑмӑлӗ тулса ҫитрӗ те, вӑйӑ малаллах тӑсӑлчӗ. Анчах ҫак шухӑш килсе лекнине Фома тата та ытларах намӑсланса кайнӑ, вӑл вара утӑ ҫинче хирӗнчӗклӗн ҫаврӑнкала пуҫланӑ, тарӑхса кайса, Сашӑна чавсипе лектернӗ. Туземецсен йӗнерӗ, — «рекадо» текенскер, — мӗнпур ҫывӑрмалли вырӑн пулса тӑрать. Кӑна эпӗ сире асӑнтарӑп-ха!» Анчах капитан куҫӗ умне ан лекӗр. Ну, юрӗ! Эпир иккӗмӗш талӑк ҫул ҫинче ӗнтӗ. Шыв ҫийӗ, куратӑр-и? — Ӗлӗкрех, тен, Мануйлиха та тенӗ пулӗ ырӑ ҫынсем… Крыльца умне кӑкарса хӑварнӑ кӗсри пуҫне сӗнксе тӑрать. Вӑл вӑрӑм старикчӗ, Василин Блаженный сухалӗ пек вӑрӑм сухаллӑччӗ, ӑслӑ куҫлӑ та кӑмӑла каякан питлӗскерччӗ. Икӗ хӗрарӑм, пӗр мӑйкӑчпа мӑйкӑчланӑскерсем, шыва ӳкрӗҫ. Пур ӗҫе те ҫине тӑрса тӑвакан, ӑна пур-пӗрех вӗҫне ҫитерекенскер, вӑл халӗ пиччӗшне калаҫтарасшӑн пулчӗ. Ӑҫталла кайрӗ вӑл, сӑнаса юлтӑн-и эсӗ? Ҫак салхуллӑ тӗнчере унӑн ним тумалли те ҫук, ӑна нимӗн ҫыхӑнтарса та тӑмасть… Ырӑпа тухса кай, атту эпӗ сана тем туса хурӑп! — тесе кӑшкӑрса ярсан, ачасем пурте команда пана пек шӑпланчӗҫ. — Тартӑн пулать! Пӗчӗкҫӗ хурӑнӗсемпе ҫирӗкӗсем, вӑрманти вилӗм кӳрекен сивӗ ҫилтен хӑтӑлас тенӗ пекех, урлӑ та пирлӗ ҫапӑнкаласа лараҫҫӗ, — аякран пӑхсан, вӗсем шурлӑхран тараҫҫӗ тейӗн. Артамонов тата ҫакна та асӑрхарӗ: Зинаидӑпа унӑн тус-хӗрӗсем хӑйсен аскӑнлӑхне, салтак хӑйӗн службине тухма тивӗҫлӗ пулнӑ пек, хӑйсем пурпӗрех тума тивӗҫлӗ пулнӑ ӗҫ вырӑнне шутланӑ, хӑш чухне вара вӑл: вӗсем хӑйсен намӑссӑрлӑхӗпе хӑйсене те, тата тахӑшне урӑххине те улталаҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ. Маша сада тухма хатӗрленнӗ, анчах пӳлӗм алӑкне тул енчен питӗрсе илнӗ пулнӑ. Унӑн картини пӗрремӗш вырӑн йышӑнасси пирки никам та иккӗленмен. «Ырӑ мар сана пурӑнма!» — сасартӑк лӑпкӑн шухӑшларӗ амӑшӗ. — Пенко, тӑванӑм, хӑвӑртрах кайса Графа чӗнсе тух-ха, Огнянов учителе эппин… Алексей банкӑпа бинтсене илсе комбинезон кӗсйине чикрӗ те: «Тавтапуҫ, тӑванӑм!» терӗ хӑй ӑшӗнче, вара ҫил сирсе пӑрахнӑ плащ-палаткӑна хӗр урисем ҫине витсе хучӗ те, ҫул ҫине тухса, хӗрелсе ҫулӑмланнӑ тухӑҫ еннелле ерипен утса кайрӗ. Петр аллисене сулкаласа илчӗ, пуҫӗпе сӗнкрӗ те, пӗтӗмпех кӑвакарса кайса, хурӑн ҫумне таянчӗ. Лушин хӗрелсе кайрӗ, каялла ҫаврӑнса тӑчӗ, тутине ҫыртрӗ, ҫапах аллине тӑсса пачӗ. Эпӗ сана ват ҫынла, лӑпкӑн калатӑп, эсӗ пур — кӑркка пекех «бла-бла-бла!» Вӑл ҫав хӗҫпӑшала пит лайӑх тыткалама пӗлнӗ. Ман пек ҫынна вӗлернӗшӗн никам та шырамӗ. — Пар теҫҫӗ сана! Перетӗп!… Давыдов, ҫывӑхран кӑна куракан куҫӗсене хӗсӗнтерсе, сасӑсем илтӗннӗ ҫӗре пырса тӑчӗ. Вӑл, урисене улӑштаркаласа, пӗр вырӑнта тӑчӗ, унчченхи пекех ӑҫта пӑхмаллине пӗлмерӗ; тухса кайма та тӗлӗнмелле, ҫухалнӑ евӗр, ӑнсӑртран тухса кайрӗ. Ак вилсе кайӑп та, — каллех качча тухӑн, манӑн укҫасем вара пӗр-пӗр ухмах аллине лекӗ… Ниушлӗ ватӑ майор мустангер тарасран хӑрать пулӗ? Ахӑрнех, вӑл ҫапла калассине кӗтнӗ пулӗ, ун пирки тавлашмашкӑн та хатӗрленсе тӑнӑ пулас. — Хаклӑ ҫыннӑм, ан васкӑр-ха савӑнма, — терӗ вӑл Гленарвана, — эпӗ сире халех, пирӗн Францинче каланӑ пек, месерле ҫавӑрса хуратӑп. Унтан, хӑй мӗн-мӗн тунине каласа пама ыйтса, каламасан, пӗтӗм шкул умӗнче намӑслантаратӑп, тесе хут ҫырса хӑвартӑм. — Гек, вӑл укҫа ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра. Унтан эпӗ сывпуллашса, ирӗк парсан, ыран татах кӗрсе тухма сӑмах патӑм та тухса кайрӑм. — Виҫӗ эрне ӗнтӗ. Арӑмӗ кӳренменни, хӑраса ӳкменни, макӑрса яманни тӗлӗнмелле пулчӗ. — Ҫук, уҫӑлман чӳрече вӑл. — Ан ҫилленӗр те, анчах кам пулатӑр эсир? — ыйтрӗ Гленарван. Юлашкинчен Иван Никифорович, мӑшкӑлӗ пӗр пулнӑскер — пултӑрах тенӗ пек, тӑшман пулса тӑнӑ кӳршин хуралтине хирӗҫ, шӑпах ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли ҫӗрте хур карти туса лартнӑ, кӑна ӗнтӗ тата хытӑрах мӑшкӑл кӑтартас-ха, тесех тунӑ пулмалла. — Ҫӑва патнех каймалаччӗ санӑн! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Зеб Ступм, хулпуҫҫи урлӑ утиял ҫакса, алӑк тӗлне пырса тӑрса. Тӗлӗкре савнийӗ хӑйпе юнашарах выртнӑн туйӑнать ӑна. Каҫхи апат хыҫҫӑн, арӑмӗ чашӑк-тирӗке вӑхӑтра пуҫтарса илме ӗлкӗреймен пулсан, вӗсене пӗтӗмпех урайне шӑлса пӑрахнӑ, вара хӑй умне пӗр кӗленче эрех лартнӑ та, ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянса, кичемлӗх кӳрекен янӑравсӑр сасӑпа, ҫӑварне сарлакан уҫса, куҫне хупса, юрӑ ӳлеме тытӑннӑ. Эпӗ ӑна Арбела патӗнче ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫарне ертсе пыракан Александр Великие курас килни ҫинчен каласа патӑм. — Эпӗ сирӗнпе паллашасшӑн марччӗ, — терӗм эпӗ малалла, — мӗншӗн тесен сире савакансем питех те нумай, эпӗ вӗсем хушшинче йӑлтах ҫухалса каясран хӑрасаттӑм. Ҫапла ҫав, эсӗ хӑв ачӑрсен кӗллисене ырма пӗлмесӗр итлетӗн, вӗсем патне эсӗ, ӑҫта пынӑ унта, чуна чӑтӑмлӑх, тивӗҫ туйӑмӗпе шанчӑк парса тӑракан, ӑна лӑплантаракан пирӗштие ярса тӑратӑн. Хохол мӑйӑхне пӗтӗрсе тӑчӗ, амӑшӗ пӳлӗме кӗрсен, вӑл, йӑл кулса илсе, ӑна ачашшӑн пуҫ тайрӗ. Давыдов Щукаре шурӑ кӗрӗкӗнчен палласа илчӗ, вара, хӑй ӑна-кӑна пӗлмесӗрех, мучие кӳрентермелле каласа хучӗ: — А, эсӗ-им-ха ку, мучи? Ачам, кала-ха эсӗ, аҫуна мӗскер пулнӑ? Ӗлӗкхи пек мар калать Павел. — Юрату ҫинчен калама хӑҫан пуҫлатӑн эсӗ? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Дубцов. Ну, савса пурӑнӑрах пӗр-пӗрне. Палламан ача сасси… Темле, лӑпкӑ марри палӑрать ун сассинче, мӗн те пулин пулнине туйрӗ Никита, вара:— Кам ара эсӗ? Анчах вӑл урамри алӑк хӑлӑпне тытма та ӗлкӗреймерӗ, хӗр татах ун умне тухса тӑрса ӑна тытса чарчӗ. Астӑватӑр-и, вӑл Флоренцие пӗлтӗр декабрь уйӑхӗнче килчӗ? Ашшӗ ӑна ӑнран каяс пек хытӑ юратнӑ. Анчах та, урӑхла йӑли-кӑмӑлӗсене пула, вӑл ӑна хӑйне евӗрлӗ пӑхнӑ, хӑш чухне хӗрӗ мӗн ыйтнине пурне те туса пама тӑрӑшнӑ, тепӗр чухне тата сиввӗн, хаяррӑн тыткаласа та хӑратнӑ. Зайцев ӑна лӑплантарма пӑхрӗ: — Кӑмӑлу пур-и, паянах ҫураҫатпӑр? Ҫапла темиҫе минут иртрӗ, юлашкинчен Силвио сӑмах пуҫларӗ: — Эпӗр урӑх пӗрне-пӗри кураймӑпӑр та-и, тен? — терӗ вӑл мана. — Ытла кӑшкӑратӑн пулсан, эпӗ хӑвӑнне аннӳ ҫуса тасатаймиех ҫапса салатӑп! Курсассӑн тытаҫҫӗ вӗт сире… Хӑвӑн сӑмсу айӗнче ҫеҫ пӑшӑлтататӑн, пухура сана хунарпа шыраса та тупма ҫук пулсан, мӗнле пролетариат-ха вара эсӗ? Унтан икӗ ҫамрӑкраххисем енне ҫаврӑнчӗ те: — Ачасем, ак ҫак хӑравҫӑсене укрепленин тепӗр вӗҫне ертсе кайӑр та хӗҫ-пӑшалӗсене халех туртса илӗр, эпӗ тепӗр приказ париччен сыхласа тӑрӑр! Пӗр сӑмах: юлӑр, тесе ҫеҫ кала, вара эпӗ каймастӑп, кунтах юлатӑп. Ҫулӗ халь паллӑ марпа пӗрех пулнӑ. Бюрон пилӗк членӗнчен виҫҫӗшӗ Костькӑна выговор парса, урӑх ӗҫе куҫарасшӑн пулнӑ. Лось кулкаласа пуҫне сӗлтрӗ, — килӗшетӗп. Анчах та каялла таврӑннӑ чухне мӗскӗн m-r Lejeune, шӑнса хытнӑскер, барабансӑр-мӗнсӗр Смоленск таврашӗнчи хресченсен аллине лекнӗ. Чирӗ ытла йывӑррӑн иртет. Эрне иртсен ҫеҫ Джонни пӳлӗм тӑрӑх ерипен утса ҫӳреме пуҫлать. — Юрать, — терӗ вӑл Аркадий ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ пек мар, качча тухнӑ аппӑшӗсем хӑйсен ҫап-ҫамрӑк шӑлнӗсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхса. Ленинград ҫыннисем пӗр-пӗрин пит-куҫӗнчен пӑхаҫҫӗ. — Вӑл манӑн пур ӗнтӗ, — терӗ Джемма салху сасӑпа. Смурый мана алӑран тытрӗ, хӑй патнелле туртрӗ те тӑна илмелле вӗрентсе каларӗ: — Ирӗксӗр хӗрхенеймӗн, анчах суйма юрамасть, — ӑнланатӑн-и? Вӑл борт хӗрринех йӑваланса пыни ҫинчен эпӗ паҫӑрах каланӑччӗ. Вӑл унта хӑрушӑ та кӑнтам пукане пек выртать. Чӗрӗ ҫын евӗрлӗ, вӑрӑм пӳллӗ пукане, анчах вӑл нимӗнле тӗссӗр тата пурнӑҫӑн нимӗнле туйӑмне пӗлмесӗр пӗр ҫӗрте выртать. Вӑл ҫыраналла хӑпара-хӑпара анан тинӗс шывӗ евӗр хӑпарсах пырса, унӑн мӗн пур пек кӗлеткисене хупласа илнӗ халсӑрлӑха, ӑна сивӗ пӑр пекех сивӗтсе пыракан халсӑрлӑха ҫӗнтерес, тесе, мӗнпур шӑнӑрне хытарчӗ. Ку тӗлӗшпе тухса кайнӑ хирӗҫӳ, юлашкинчен, Петербургри министерство пӗтӗм ӗҫе вырӑнта пӑхса тухма уйрӑм ҫын шанса ямалла пуличченех ӳссе кайнӑ. — Э, Валька-ҫке! — терӗм эпӗ хама сасартӑк. Куншӑн Савельич калама ҫук хытӑ савӑнчӗ вара. Джим пирӗн алӑсене тытса чӑмӑртама ӗлкӗрчӗ кӑна, негр ҫаврӑнчӗ те. Аслӑ хулан тӗреклӗ стенин хӳттипе, ылтӑнпа витнӗ, картлашкаллӑ-картлашкаллӑ пирамида тӑрринчен Магацитлсем тӗнче уҫлӑхнелле вӗҫеҫҫӗ те вӗҫеҫҫӗ, — йӑтӑна-йӑтӑна ӳкекен шыв, тӗтӗмпе кӗл витӗр. — Йӗрӗп те кирлех пулсан, — терӗ вӑл чӑрсӑррӑн, — ыттисем савӑннӑ чух пӗри те пулсан йӗтӗр. Хула ӳсес пулсан, унӑн урамӗсем татӑлӗҫ, анчах кичем симметри кунпа кӑна пӗрре те пӑсӑлмасть. Ҫамрӑк Званцев пенснепе ҫӳренӗ, хӑй вӑл ырхан та шурчас пулнӑ, ура ҫинче тӑнӑ чух унӑн ура хырӑмӗсем ҫӳҫене-ҫӳҫене илнӗ, — калӑн, вӗсем ҫак ырхан ӳт-пӗве, капюшонлӑ вӑрӑм ӗретне пальто тӑхӑннӑскере, тата жокей картусӗ лартса янӑ пӗчӗкҫеҫҫӗ кулӑшла пуҫа ҫӗклесе тӑма йӗрӗннӗ, тейӗн. — Ҫук, — Аэлита ҫӗкленчӗ, унӑн питне юн сӑрри пӗветрӗ. Кам кирлӗ-ха ара? — Эс, Гина, шухӑшласа кӑна пӑх! Чиркӳ ҫыннисем пур наукӑсене те ҫине тӑрсах хӗсӗрлесе пынӑ, вӗсем: Иисус Христос хыҫҫӑн пире нимӗнле наука та кирлӗ мар, тенӗ. Ҫапла вара пӑхӑр-ха, мӗн пулса тухать? Эх, паны-ыч! — хушса хучӗ вӑл ӳпкелешӳллӗ кӳренӳпе. — Халех апатланар. Юпитер Хӗвел тавра ҫӗрпе танлаштарсан 12 хут ерипенрех ҫаврӑнать. — Тен, пире валли санӑн сӗлӗ те тупӑнӗ? Такамӑн алли мана чарса тӑчӗ. Эсӗ-и? Ҫав, аякра кӑваккӑн курӑнаканни манӑн пӳрт мар-ши? Кашни хусах офицерӑнах, кашни подпрапорщикӑнах япалисем шӑп та шай ҫакнашкал, ҫакӑн евӗр, тепӗр тесен, виолончельсӗр пуҫне; Тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ чаплӑ риза тӑхӑннӑ хура ҫӗре пуҫҫапса, кукамай мана ак ҫакӑн ҫинчен каласа парать: пӗрре турӑ ҫынсем ҫине ҫиленнипе ҫӗр ҫине пӗтӗмпех шыв илтерсе лартнӑ, чӗрчунсене йӑлтах шыва путарнӑ тет. Широкогоров сарлака кресло ӑшнелле сӗвенчӗ те тутисем патнех ҫӗкленӗ пӳрнисене, вӗсен сисӗмлӗхне тӑрӑшсах тӗрӗсленӗ пек, васкамасӑр пӗрин ҫине тепӗрне хурса пычӗ. Халь кӑнтӑралла каятӑп ӗнтӗ, унта манӑн пӗчӗк ҫуртпа пӗчӗк сад пур. Такӑшӗ аллисемпе алӑка хыпашласа тупрӗ, пӳрте майӗпен Комков тухтӑр кӗрсе тӑчӗ. Вара вӑл писмен ҫатми ҫинчен темиҫе катӑкне каялла илчӗ. — Сӑмах ыйтатӑп! Ӑна Мария Михайловна тахҫанах кӑнтӑрлахи апата кӗтет, — терӗ Нюра. Темиҫе хут печӗҫ, алӑкран касакан-чӗрмелекен вӑй пырса ҫапрӗ. — Бухта юрӑхлӑ, — терӗ вӑл юлашкинчен. «Вӑл мана юратать!» — ҫак шухӑш сасартӑк унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне хыпса илет. Елена вара тулти тӗттӗме тинкерсе пӑхать; унӑн тутисем никам асӑрхаса илмелле мар кулӑпа уҫӑлаҫҫӗ… анчах вӑл ҫийӗнчех пуҫне сулса илет, пӳрнисене ҫаклатса тытнӑ аллисене ӗнси хыҫне хурать, унтан каллех паҫӑрхи шухӑшӗсем тӗтре пек чӳхенсе тӑраҫҫӗ. Ӗҫлемелле, хаклӑ Ҫемен, ӳкӗнмелле кӑна мар! — ҫине тӑрса ӑнлантарчӗ вӑл. Унӑн сӑн-пичӗ ӑнланмалла мар, пӗр шухӑшсӑр пек, анчах ытарма ҫук сӑн-пичӗ Павел Петрович чунне ытлашши тарӑн вырнаҫса ларнӑ. — Ҫавӑнта. Вӑл юлашки запорожецсене те астӑвать. Эсир Наташӑна пӗлетӗр-и? Европеецсен типӗтнӗ ӗне какайӗ вӗсен ҫиес килнине пӗрре те хускатмарӗ пулас. — Вӗҫсе килмерӗ-и-ха?.. «Мӗнле вӗҫлӗ вӑл пурнӑҫне?» — тесе ыйтатӑп эпӗ хамран. Халиччен ҫула май вӗрсе тӑнӑ хӗвеланӑҫ ҫилӗ ишме ҫӑмӑллатса пычӗ. Эпир ҫапла калатпӑр: ҫын ҫине хӑйне пуянлатмалли хӗҫпӑшал ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхакан общество — этемлӗхе хирӗҫ пырать, вӑл пирӗншӗн тӑшманла пулса тӑрать, эпир унӑн икӗ питлӗ те ултавлӑ моралӗпе килӗшме пултараймастпӑр; вӑл ҫын ҫине намӑса пӗлмесӗр йӗрӗнсе тата ҫав тери хӗрхенӳсӗр пӑхни — пирӗншӗн юрӑхсӑр, эпир ҫавӑн пек общество ҫынна ӳт-пӳ тата мораль тӗлӗшпе чуралантарса пыракан пур йӗркене те хирӗҫ, ҫынна харпӑр интересӗсемшӗн уйӑрса, вакласа пымалли мӗнпур мая хирӗҫ кӗрешес тетпӗр, кӗрешетпӗр те. Е вӑл саншӑн пурпӗрех-и? Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ сана пурне те каласа та тӑмастӑп, вӑл хунарсӑр та курӑнать. Никита, унӑн ӗҫӗ ҫине нимӗн чӗнмесӗр пӑхса, унпа юнашар пырса ларчӗ. Сире кам пулӑшма пултарасса пӗлетӗп те эпӗ, анчах пурнӑҫӑмӑн юлашки сехечӗсенче ун ятне асӑнассӑм та килмест. Инҫетре ҫеҫ, станци патӗнчи ҫул ҫинче, ҫын мӗлкисем мӗкӗлтетни курӑнать. Вӑл пуринчен малтан хӑйӗн сухапуҫне хисеплет, унтан асламӑшне сума сӑвать, турамӑшне тата ырӑпа тӗрлӗ усал-тӗселсене ӗненет. — Иван Павлыч, эпӗ хамах каласа парӑп, — терӗм эпӗ, лапкӑнрах калаҫма тӑрӑшса. Егорушка пӗремӗкне кӗсйине чикрӗ те, хуҫисем хӑнӑхнӑ ҫак йӳҫенкӗ те пӑнтӑх сывлӑшпа урӑх сывлама вӑй ҫитереймесӗр, алӑк патнелле кутӑн чакрӗ. Офицерсемпе матроссенчен вилессе, чӑн та ӗнтӗ, ҫӗр утмӑл ҫын вилнӗ-ха, купцасем ҫавӑншӑн ним чухлӗ те кулянман: ҫынсем вӗсене пӗр пуса та тӑман-ҫке! Такам алли ун хулпуҫҫийӗ ҫине выртрӗ, хумханчӑк сасӑ ӑна хӑлхинчен:— Ман мӗскӗн Дикӑм, эпӗ пурне те пӗлетӗп, анчах турӑ ҫӑлӑнма пулӑшӗ пире. Мускавра-и е чикӗ леш енче-и вӑл, ун алӑкӗсем яланах уҫӑ, хӑшпӗр паллӑ кунсенче хулари пӗтӗм ҫынна хӑй патӗнче йышӑнать. Чӑн та, питӗрнӗ, хытӑ сыхлакан тӗрмере ку кӑшт ҫеҫ ҫӑмӑллӑх панӑ пулӗччӗ; анчах пурнӑҫри кун пек самантра хӑвна пӑртак аванрах туйни те акӑш-макӑш пысӑк телей пек туйӑнать. Кунта, чаршавпа витӗннӗ пек, темӗн ҫӳллӗш хӑмӑшлӑхсем айӗпе пӗчӗк шывсем шӑнкӑртатса юхаҫҫӗ. Малалла темӗн сарлакӑш лакӑмсем, хӗвелӗн тӳрӗ пайӑркисен айӗнче хӑвӑрт типсе пыраканскерсем, пылчӑкпа кӳлленсе выртаҫҫӗ. — Ахалех, суеҫтерет пуҫне мӗн килнине, — тавӑрчӗ Устенька. Эпӗ кайрӑм. — Ламбале патӗнче-и? Хӑшӗ хӑйӗн хутне асламӑшне кӗртесшӗн, тепри амӑшне прокурор вырӑнне тӑма сӗнет. Парса ярӑп, ҫӗнӗ пичкерен парса ярӑп, — тавӑрчӗ карчӑк, хӳме патне пырса. — Итле-ха тата мӗн, — хушрӗ вӑл, хӳме урлӑ уртӑнса. Манӑн яш чухнехи ӗмӗтӗмсем ача чухнехипе ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнчи ӗмӗтсем пекех ачалла пулнишӗн мана ан ӳпкелеччӗр ӗнтӗ. Нимех те мар… эпӗ… сире пурне те куртӑм пек туйӑнать. Вӑл тата мӗскер? Ватӑлса, кӑвакарса кайнӑ; каҫсерен клубра ларасси, йӳҫӗккӗн кичемленесси, хусах ҫынсен хушшинче хӗрӳсӗр тавлашасси уншӑн кирлӗ япала пулса тӑнӑ. Стропсем ҫинче сулкаланса пыракан Стручков пит те хыттӑн ҫурт тӑррине пырса ҫапӑннӑ, вара вӑл, ӑнран кайса, Мускав ҫывӑхӗнчи пӗчӗк хулан илемлӗ урамне ӳкнӗ. Урамри ҫынсем унӑн сывлӑшра тунӑ калама ҫук чаплӑ таранне (самолётпа самолёта ҫапса ӳкернине) ҫав тери хавасланса пӑхса тӑнӑ пулнӑ. Мӗн ҫинчен шухӑшланӑ-ши вӑл? Эсир ӑна пӗлетӗр вӗт, вӑл чи лайӑххисем ҫинчен ҫеҫ ҫавӑн пек калать. — Иван Иванычпа Христофор атте килчӗҫ! — лешӗ ӗненмесрен хӑранӑ пек сасӑпа пӗлтерчӗ ӑна Мойсей Мойсеич. Вӗлерчӗҫ ӑна Чечньӑра. ВВО 2-мӗш батальонӗ пин те ултҫӗр допризывника вӗрентме тытӑнать. Халӗ эс пӗчӗк-ха, ӳссе ҫитӗнсен — ман асапа аса ил те вӗлер Аверьяна! Сивӗ ҫил ӑна уҫӑлтарса ячӗ. Уявра — капӑр тумланса тухнӑ хресчен ҫамрӑкӗсем, ял хӗрӗсем, вӗсен кулӑш сасси кӗмӗл пек сапӑнса кайни, ҫитӗннӗ ҫынсен тимлӗн пӑхакан сӑн-пичӗсем тата стариксен савӑнӑҫлӑ пичӗ-куҫӗсем. Иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ танкист пурнӑҫпа вилӗм хушшинче тӑнӑ, вӑл хӑй сываласса шанман, нимӗнпе те интересленмен, хӑш чух талӑкӗпе те пӗр сӑмах та чӗнмен. — Эсир мана хӑвӑр арӑмӑр тумӑр-и? Contin — континент ҫине аннӑ. Ҫав кунтан вара куҫса килнисем хирӗҫе пуҫларӗҫ. «Вӑл пире паян курчӗ», шухӑшларӗ вӑл: «анчах та е шӑлнӗшӗнех ҫавӑн пек хута кӗчӗ-ши вӑл? Эпир кимӗ ҫинче ҫырткалӑпӑр та табак туртӑпӑр. Хӑш-хӑш чухне вӗсем пурте пӗрле пуҫтарӑнса тачӗҫ, ывӑҫ тупанӗсемпе шыв ӑсса, пӗр-пӗрне пичӗсенчен чашлаттарчӗҫ, кашниех, хӑйне ан сирпӗтчӗр тесе, питне аяккалла пӑрса, тӑшман патне йӑпшӑнса утса пычӗ. Унтан вӗсем алла-аллӑн тытса ҫапӑҫма тапратрӗҫ. Ҫӗнтерекенӗ, хӑй ҫӗнтернӗ ачана пуҫӗнчен тытса, ӑна шывалла тарӑн чӑмтарчӗ, кайран вӗсем виҫҫӗшӗ те чӑмрӗҫ, шап-шурӑ алӑсемпе урасем ҫеҫ курӑна-курӑна юлчӗҫ. Каллех шыв ҫинелле тухсан, вӗсем мӑшлатрӗҫ, лашасем пек хартлатрӗҫ, кулчӗҫ, сура-сура хӑтланчӗҫ, чыхӑнчӗҫ. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп. — …Ҫук, эсир акӑ ҫар ҫынни, эсир каласа парӑр мана: ку лайӑх-и вӑл? Эпӗ хамӑн вӗренекенсене лайӑх пӗлеттӗм — сӑмахран, пӗри самолет ҫинчен ансанах мӗншӗн табак туртма васкани, тепӗри хӑйӗн савӑнӑҫне палӑртма тӑрашни маншӑн паллӑччӗ. Запорожецсем тинӗс ҫине экспедицине кайма хатӗрленнӗ. Эпӗ нимӗн калама аптрарӑм: пӑрахучӗ ӑҫтан килмелле пулни паллӑ мар-ҫке — те туран, те анатран. Ҫак хӑрушла хӑвӑртлӑха пула ӑс-тӑн пӑтранма пуҫланине туйса, Мересьев, тӗпсӗр шӑтӑкалла чӑмса аннӑ май, хӑйӗн юнпа тулнӑ куҫӗсемпе ҫывӑхрах, хӑй машинин винтти патӗнчех «фока» взрывран пулнӑ тӗтӗм ӑшне путнине курса юлчӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫын сассисемпе тинӗс шавӗ те илтӗнме пуҫлаҫҫӗ. — Ху валли тултарнӑ ытти черккесем. Вӗсем, ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑмран хӑрарӗҫ пулсан та, пашалӑва илчӗҫ. — Ну, куратӑр вӗт… Мӗншӗн тесен ҫавнашкал тӑнсӑр идиотпа, ахаль калас пулсан — ухмахпа, калаҫса татӑлма ниепле те пултарайман эпӗ! Анчах вексельсем шӑпах укҫа мар иккен, мӗншӗн тесен «вексель параканни» пӗр кӗтмен ҫӗртен манӑн укҫа ҫук тесе евитлеме пултарнӑ. Унтан хӑйӗн ҫине пӑхса илчӗ — тимлӗн, ҫирӗппӗн. Пире акӑ мӗн лекрӗ: кивӗ шӑвӑҫ хунар, авӑрсӑр пысӑк ҫӗҫӗ, Барлоу фирми кӑларнӑ кӗсьене чиксе ҫӳремелли ҫӗҫӗ (кун пек селӗм ҫӗҫҫе нихӑш лавккара та ҫур доллартан йӳнӗрех туянас ҫук), шӑн ҫуран тунӑ темӗн чухлӗ ҫурта, ҫурта лартмалли шӑвӑҫ тыткӑч, пӗчӗк фляга, шӑвӑҫ курка, ҫӗтӗк мамӑк ҫивитти, йӗпсемпе булавкӑсем, ҫип, ӑвӑс катӑкӗ, тӳмесем тата ытти ӑпӑр-тапӑр тултарнӑ хӗрарӑм сумки, пӗчӗк пуртӑпа пӑтасем, манӑн кача пӳрнерен хулӑнрах параматпа пысӑк вӑлта йӗпписем, ҫавӑрса чӗркенӗ пӑши тирӗ, йытӑ мӑй ҫыххи, такан, ярлӑксӑр эмел кӗленчисем. Тухса кайма хатӗрленнӗ чух эпӗ чылай лайӑх хырчӑк, Джим сӗрме купӑсӑн кивӗ сӗркӗчне тата йывӑҫ ура тупрӗ. Вилмеллех пулӗ, тен? — Ҫитӗ, Риварес! Эсир тӳсме пултаратӑр пулсан, эпӗ текех тӳсейместӗп. — Марат, тӗрӗс мар калатӑн, тетӗп эпӗ сана, — терӗ вӑл тепӗр хут. Марат кӑвакарса кайрӗ: унӑн пичӗ шуралсан, ҫавӑн евӗр пулнӑ иккен. Ҫав хушӑрах тата ҫил йывӑр пӗлӗтсене ҫурса таткаласа ячӗ, вара кӑвак та ҫутӑ тӳпе ҫинче хӗвелӗн кӗрентерех ҫутти ялтӑртатса илчӗ те — ӑна хаваслӑ тискер кайӑксем пӗр харӑс мӗкӗрсе, кӑмӑллӑ пичӗсем ҫинчи йӗпе ҫӳҫ-сухалӗсене силлентерсе йышӑнса илчӗҫ. Эх, Давыдов, Давыдов, суккӑрланнӑ эсӗ! — Кӳренӳ намӑсне юн ҫех ҫуса яма пултарать, — вӗҫкӗнле сасӑпа хутшӑнчӗ те хулпуҫҫийӗсене автанла ҫӗклеттерсе хучӗ Бобетинский. — Куран акӑ… Эпӗ халӗ вӑл мана юратнипе юратманнине те пӗлеймерӗм, ун ҫинчен манӑн ҫав тери ыйтас килетчӗ пулин те, ыйтма пултараймарӑм. Огарнова пӗлтернӗ хыпар Воропаева савӑнтарсах ячӗ, калаҫӑва урӑх енне пӑрчӗ. Файло пирӗн коммунистсен пурӑнӑҫӗнче ирсӗр япала. — Санӑн аҫунтан тата пирӗн купец хушшинчен мӗн те пулин лайӑххи ҫуралать-и вара? Ылхан ҫиттӗр вӗсене! Кунран-кун вӑйлӑрах ҫирӗпленсе пычӗ авланас шухӑш ман чунра, юлашкинчен вара эпӗ ҫак япала обществӑна чӑрсӑррӑн хирӗҫ тӑни иккенне те курми-туйми пултӑм. Мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши, эпӗ урӑхла тунӑ пулсан? — Эсӗ ухмаха ернӗ! Килсем ман ҫывӑха… малтанхи пекех… Пӗр вӑхӑта шӑпланчӗҫ. Фома хреснашшӗн тупсӑмне часах тупайман: старик нихҫан та кун пек пулман, вӑл паян темӗскер канӑҫсӑр пулнӑ, шӑртланчӑк калаҫӑвӗ, ӗлӗк чух ялан ҫыпӑҫуллӑскер, халӗ таткаланса тухнӑ, вӑл вӑрҫса, сурса калаҫнӑ. Лентисене пиҫиххинчен ҫыхӑнтарса тӑнӑ, кӗленче савӑтне чӗркуҫҫипе хӗстернӗ, ҫапла майпа вӑл икӗ аллипе те ирӗккӗн ӗҫлеме пултарнӑ. Марина каллех ӑна хирӗҫ ларчӗ, асӑрханчӑк та теме кӗтсе тӑран куҫӗсемпе ун ҫине пӑхрӗ, анчах Андрей, темле, ӑнсӑртран, унӑн тулли мӑйӗ ҫинче хӑвӑрт-хӑвӑрт тапса тӑракан кӑн-кӑвак юн тымарне асӑрхарӗ те, темшӗн, аван мар пек пулса кайрӗ, вара кашӑкне аяккалла хучӗ. — Ку ыйтупа манӑн санпа тавлашас кӑмӑл ҫук, — типпӗн каласа хучӗ Нагульнов. Вӑл (ӗмӗт вӗҫӗн кайӑк пекех вӗт) Говэна океанта — акӑлчансене хӑваланине, Рейнра корольсен коалицине ҫӗмӗрсе тӑкнине, Пиренейра — испанецсем ҫине тапӑнса пынине, Альп тӑвӗсем ҫинче — Римра пӑлхав хускатса яракансенчен пӗри пулнине курать. — Вӑт пытарса хунӑ! — Мӗн каларӑм эпӗ? Ӑна пӗтӗм колхоз ӑсатса ячӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне питӗ лайӑх туять (ӑсату ҫынна масар ҫине ӑсатнине кӑштах аса илтерчӗ, — ҫав кӑна шел); вӑл хӑй тунӑ ӗҫсемшӗн чӑннипех кӑмӑллӑ, кунта ӑна часах манас ҫуккине пӗлет. Хӗрарӑма хирӗҫ чун ҫӗтӗлсе тӑни Фоман вӑйлӑлансах пынӑ, калаҫнӑҫемӗн ун сӑмахӗсем култармалла туха пуҫланӑ… Нумай сехет хушши шутсӑрах ӑш ҫуннӑ хыҫҫӑн креолка пӑртак лӑпланма тата тӗплӗрех сӳтсе-явма пуҫланӑ. Базаров темиҫе хутчен те уйӑхран кая юлмасӑр каялла тавӑрӑнма сӑмах панӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен, хӑйне тытса тӑнӑ амӑшӗ ытамӗнчен ҫӑлӑнса тӑрантас ҫине ларсан, лашасем тапранса кайсан, шӑнкӑрав шӑнкӑртатма тытӑнсан, урапасем ҫавӑрӑнма пуҫласан — хыҫран пӑхсан та нимӗскер курӑнми пулсан, тусан выртсан, курпунлансах кайнӑ Тимофеич та утнӑ ҫӗртех сулкаланса хӑйӗн йӑвине сӗнксе кайсан, сасартӑках лӑпчӑнса аннӑн курӑнса кайнӑ кивӗ ҫуртӗнче стариксем иккӗшех тӑрса юлчӗҫ. Сан ӗҫе шӑпах ҫав процентсем тӑрӑх хакласа пырӑпӑр. — Эсӗ шарламасӑр ан тӑр! — терӗ Рыбин хыттӑн, ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле ҫапса. — Апла-тӑк свидетельсенчен ыйтма пуҫлӑпӑр, — пӗлтертӗм эпӗ. Эпир хӑраса хытсах кайрӑмӑр. Анчах вӑл татах та ӗнентермеллех каларӗ мана: — Вӑл ниме те пӗлтермест, магазинсенче ав пистолетсем те сутаҫҫӗ… — Мӗн хушатӑр, сеньорита? — Ҫук, Андрюша, — терӗ вӑл хуллен, — апла лайӑх мар. Ман тусӑм Джон мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ. «Пуля хӑлхаран ҫӳлерех иртсе кайнӑ тата тӑнлава пӗҫертсе хӑварнӑ пулсан, ӑҫтан вӑл сӑмса нервине тӗкӗнме пултартӑр?» — ыйтать фельдшер. — Паллах манпа пӗрле! Пилӗк минутран тыткӑнрисем пурте тӗрмерен телейлӗ тарса вӑхӑтлӑха тупӑннӑ хӳтлӗхӗнчен тухрӗҫ, унтан фортран айӑккинелле кайрӗҫ. Ҫакӑн пек ҫырса хуни те пур. «Лагранж ҫӗнтерӳҫӗсен суранӗсем час тӳрленнине сӑнанӑ, теҫҫӗ». — Ну вӑт, пулчӗ те! Корчагин ӑна ерипен полякла:— Салам, юлташ! — тет. Кузьмин чейник йӑтса шыв патне кайрӗ. Акӑ ӑна персональнӑй пенси парӗҫ те, вара Вышимирский хӑй кунтан тухса кайӗ. Чи малтанах эпӗ хамӑн мӗнпур ӗҫӗм-хӗлӗмре тата хӑтланусенче «noble» пулма ӗмӗтлентӗм (эпӗ: ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын тесе мар, noble тесе калатӑп, мӗншӗн тесен француз сӑмахӗ урӑх пӗлтерӗшлӗ, ҫакна нимӗҫсем ӑнкарнӑ, вӗсем noble сӑмаха йышӑнса, ӑна ehrlich сӑмах ӑнланӑвӗпе пӑтраштармарӗҫ), унтан вӗри чӗреллӗ пулма тата, юлашкинчен, хам унчченех ӗмӗтленнӗ пек, ытларах comme il faut пулма шутларӑм. Юлашки хут ҫилленсе кайни ӑна шалтах халран ӳкерчӗ. Вӑл хӑвӑрттӑн пӑха-пӑха илни, ҫирӗп сасӑ, мӑнкӑмӑллӑ сӑн тата пуринчен ытла ман тӗлӗшпе сивлек пулни килӗшмерӗҫ мана. Вӗсенчен пӗри шурӑ ҫӗтӗк татӑкӗпе суллать, у тепри, никам та мар, Сильвер хӑех, пӗр шикленмесӗр унпа юнашар тӑрать. Ҫак кун, ваттисен сӑмахӗ тӑрӑх, «Хӗвел ҫу еннелле сулӑнать». Кунта трактор кӑна ҫӑлма пултарать. Хунар ҫутипе вӑл чи малтан мачча ҫинелле пӑхрӗ. Ҫаксем пурте Исландине тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе нумай пулӑшнӑ. Эпӗ мӗн хӑтланнине лайӑхрах курас тесе, вӗсем пурте ман тавра ҫӗр ҫине карталанса ларчӗҫ. Ах, мистер Янси, пӑхӑр-ха, шывра мӗнле илемлӗ пӗчӗк пулӑсем ҫӳреҫҫӗ. — Стой! — кӑшкӑрчӗ пӗри, йывӑррӑн сывласа. — Вӑрҫа ҫавӑнта вӗҫлерӗм. Унта пулса курма тӳр килмен-и? Печорин алӑк патне ҫитсе тӗртӗнчӗ ҫеҫ, Бэла сиксе те тӑчӗ, йӗрсе ячӗ апӑрша, унтан чупса пырса ун мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ. Феничка алӑк патнелле кайрӗ. Аҫӑрсем сисӗҫ те тата — хӗнеме тытӑнӗҫ, темле мана та вӗсенчен ӗнсе урлӑ пырса лекӗ, — тесе, вӗсем ҫине тӳрккессӗн, ҫӳлтенреххӗн пӑхса, кулкаласа каланӑ вӑл. Ҫав ҫӗмӗрмерӗ-ши ӳкнӗ чух компаса?» Шӑна — кашкӑр мар, ӑна пӑшалпа персе вӗлерме ҫук, анчах та вӑл кашкӑртан ытларах йӑлӑхтарса ҫитерет. Мӗншӗн тесен, хӑвӑрах пӗлетӗр, ун пек чух шикли шикленнӗ, кӗрӗкне пӗркеннӗ, теҫҫӗ, хӑранӑҫемӗн ытларах хӑратӑн, пуҫ аташсах каять, ухмах шухӑшсем ҫавӑрса илеҫҫӗ. «Енчен эпӗ арҫын ача пулнӑ пулсан, ҫав пӳлӗмре пӗччен юлнӑ пулсан…» Пуҫлатӑп ҫавнашкал шухӑшсемпе айланма… Салли аппа калаҫма чарӑнчӗ, шухӑша кайрӗ пулас, унтан ман еннелле хуллен ҫаврӑнчӗ те мана тӗсесе пӑхрӗ — ну, вара эпӗ тӑтӑм та уҫӑлма тухрӑм. Калас пулать, пурнӑҫран тухса ӳкнӗ пенсионер пек кӑна никӗсленесшӗн мар вӑл ҫакӑнта, анчах ҫуртсӑр ҫынна пуринчен ытларах йӑва кирлӗ вӗт-ха. — Ман вӑкӑрсем ӗҫе хӑнӑхнӑ, вӑйлӑ, икӗ мӑшӑр ҫамрӑк вӑкӑр пирӗн халӗ курортра. — Ку ӗнтӗ ним усӑсӑр ыйту. — Мӗншӗн апла? Пире вӗт тарма та май килмест. Нумай вӑрласа тарнӑ-и вара ҫак Носов гражданин? Кам ҫине мула хӑварас? Ҫеҫенхирте, ҫырма леш енче, ҫулсем ҫинче — пур ҫӗрте те пуш-пушах. Мана ҫутӑ памастчӗҫ, ҫуртана пӳлӗме илсе каятчӗҫ, ҫурта тавраш илме ман укҫа ҫукчӗ, вара эпӗ вӑрттӑн шанталсем ҫинчи ҫурта ҫуне пуҫтарса, ӑна сардина коробки ӑшне пухма пуҫларӑм, унта тата лампадкӑри ҫӑва яраттӑм та, ҫипрен хӑю пӗтӗрсе, ҫӗрлесенче кӑмака ҫинче тӗттӗмленсе ҫунакан хӑй ҫути ҫутатса яраттӑм. — Ия, Том, питӗ аван. Хумсем карап ҫумне пыра-пыра хыттӑн ҫапӑнаҫҫӗ, карапа пӗр аяккинчен тепӗр аяккинелле ывӑтаҫҫӗ, тепре тата ҫӳлелле илсе улӑхаҫҫӗ, е тинӗс тӗпне путарас пек аялалла ывӑтаҫҫӗ. Вылякансем сӗтел хушшинчен сиксе тӑраҫҫӗ те виҫҫӗшӗ те ҫӗҫӗсем туртса кӑлараҫҫӗ. Ҫырӑва ҫав тери ҫӳхе хут ҫине питех те вӗтӗ ҫырнӑ, ӑна вуласа кӑларма та май ҫук пек туйӑннӑ. — Эпир хатӗр, — терӗ капитан. Тӗксӗм вырӑнсем, Уйӑх тӳремлӗхӗсем, ун чухнехи астрономсене тинӗссемпе океансем пек курӑннӑ. Вара Уйӑх картти ҫинче ҫакӑн пек ятсем пулса тӑнӑ: Тӑвӑллӑ Океан, Ҫумӑр Тинӗсӗ, Ҫутӑ Тинӗсӗ, Ҫӗрӗк Шурлӑх… т. ыт. те. — Эй, наука! Ыттисен шӑпипех — сире те тӗрме кӗтни ҫинчен тата хӑвна сысналла пӑхнине тӳсме тивесси ҫинчен шухӑшласан, кичем пулса каять. Ӑна бизон мӑйраки вӗҫӗнчен тунӑ, унӑн тӑрӑшшӗ ултӑ сантиметр пулнӑ. Ҫанталӑк нихҫанхинчен те лайӑх тӑрать. Оленин, Лукашка ун патӗнчен тухсан мӗн тунине курас тесе, пуҫне чӳречерен кӑларса пӑхрӗ. Пӑван усал шӑршӑ кӗрекен мӑшкӑлтӑк шывӗ пек сивӗннӗ яшка ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Пӗлме ирӗк парӑр-ха — эсир ман Евгение чылайранпа паллатӑр-и? — Лашана кам йышӑнӗ, эппин, манне? Старкӑ манан чӑннипех те пӑртак пурччӗ, аваллӑхӗпе эпӗ мухтаннӑ чухлех марччӗ те, ҫапах вӑл, эп ҫине тӑрсах ӗнентернӗ хыҫҫӑн, хӑватне темиҫе, теҫетке ҫул ӳстермеллех… — Мӗнле Валька? — Ӑҫта ертсе каять-ха вӑл? — Ҫӗнӗ памфлет? — Э, Мичо бай иккен! — комитет председателӗн заместительне саламласа алӑ тӑсрӗ Марко. Николай Артемьевич ҫапла чаплӑн хӑтланкалани ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Мазур, ун аллине туя лекес-тӗк е тата хӑй таврашӗнче юлташӗсем пулас-тӑк, парӑнма кӑмӑлласах каймасть, хӑй ҫулне пӳлме хӑтланакансене вӑл тӳрех: «Ан сӗкӗн, атту ҫапса пӑрахӑп та шӑммусене пуҫтарайман!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахать. Мазурсем пӗр-пӗринпе килӗштерни те, Мацек Мацека туя тытса пулӑшма май пултӑр тесе, вӗсем пӗр ҫӗрелле вырнаҫни те тахҫанах паллӑ. Паллах, хӑш-пӗр вӑхӑтсенче пӗр айӑпсӑр европеецсем ҫине туземецсем пирвайласа хӑйсем тапӑнни те пулкаланӑ. Анчах, пуринчен те ытларах вӗсем хӑйсене усал тунишӗн тавӑрнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем европеецсем хӑйсене хаяррӑн килсе ҫӗмӗрнисене тӳсме пултарайман. Вӑхӑт-вӑхӑтпа тавӑрун хаярлӑхӗ пӗр айӑпсӑр ҫынсене ҫакланнишӗн ҫеҫ хӗрхенме тивет. Ҫак самантра вӑл кӑкӑра салхуллӑ амакпа хӗстерсе тӑракан кичем йывӑрлӑх хӑйӗнчен сирӗлсе пынине туйнӑ. Урӑхла ним тума та май пулман ӗнтӗ. «Епле-ха эсир, Иван Иванович, нимӗн те ӑнланмастӑр пулать? Совет вӑйне хирӗҫ тӑма пултаракан урӑх вӑй ҫук. Санин, кондитерски умӗнче Джеммӑна каретӑран тухма пулӑшнӑ чух, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, офицерсенчен илнӗ розӑна тыттарчӗ. Эпӗ тепӗр хут пуҫ тайрӑм, ҫаврӑнтӑм та пӳлӗмрен лайӑхмарланса тухрӑм; ҫамрӑк ҫын хӑй хыҫӗнчен кам та пулин пӑхса юлнине туйсан, ҫавнашкал лайӑхмарланать. Бек-Агамалов хӗҫне хыттӑн шаклаттарса, йӗнни ӑшне персе чикрӗ. — Ют ҫынсем ҫук кунта. Ӳкнӗ хыҫҫӑн манӑн пит нумай юн кайнӑ. Ҫапла уҫӑлса ҫӳреме тухса ҫулҫӳревҫӗсем сӑрт айне ҫитичченех анчӗҫ, унта пур ҫӗрте те нимӗне мая килмен чул ванчӑкӗсем, шлак, хура лава татӑкӗсем тата ытти ҫавӑн пек вулканпа сирпӗннӗ япаласем сапаланса выртаҫҫӗ. Вӑл чылайччен пӗр чӗнмесӗр тусӗн ырханланса кайнӑ пичӗ ҫине пӑхса ларчӗ, унтан ӗҫлӗн:— Эсӗ паян ирхи апат ҫинӗ-и? — тесе ыйтрӗ. — Ак ҫак ҫӑраҫҫине ил те чавсаная уҫ. Тӗл пулакан ӳсентӑрансем имшертерех курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, пӑшӑлтатакан хӑмӑш тата тискер кайӑксен йӗрӗсемпе путӑкланса пӗтнӗ ҫара хӑйӑр уҫланкисем ытларах курӑна пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗрисем вӑрттӑнлӑха сутакан ачасен тӑванӗсене те вӗлермелле тусан аван терӗҫ. — Чӑнах-и? Ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли ку ещӗкӗн тӗпӗ тӑваткалччӗ, виҫӗ енче виҫӗ чӳрече пурччӗ; ҫул ҫинче ӑнсӑртран пулакан тӗрлӗ инкексенчен сыхлама кашни чӳречинех тулашӗнчен тимӗр решетке карнӑччӗ. — Ҫук, — хай сӑмахне малалла тӑсрӗ Николай Артемьевич, Елена енне ҫаврӑнса: — эсӗ пӗлместӗн-ха эпӗ мӗн калассине! Кольхаун ку Генри пулнине палласа илнӗ. Анчах, тутипе ун тутине сӗртӗне-сӗртӗне, вӗҫӗмсӗр юратса та тав туса каланӑ патша: — Майра-патша эс, Суламифь; Ҫӗрле Кабан хӗрринче, хура шыва чулсем ывӑтса, виҫӗ сӑмахпа шухӑшласа, вӗсене пӗрмай каласа лартӑм: — Мӗн тӑвас манӑн? Партие хӑвӑн темле вӑрттӑн шухӑшсене пула кӗместӗн эсӗ… — Мӗн эсир мана унпа хур тӑвасшӑн-им, сирӗн укҫӑрпа ӗҫмен. Сывлӑху мӗнле? — Эсир ирӗклӗ вӗт, — терӗ, пӑртак тӑхтасан, Базаров. — Эсӗ, Степа, ҫи, ан калаҫ, — канаш панӑ ӑна Ольга, анчах ку ӑна хирӗҫ ҫатӑркка сасӑпа:— Пултараймастӑп, кунта сиенлӗ путсӗр шухӑшсем сараҫҫӗ! — тенӗ. Мӗнпур маршрутсемпе. — Ҫук, сэр. Анчах вӑл витере те мар. Вӑл унта, хапха умӗнче. Судьясем, пичӗ-куҫӗсене тӗлӗнмелле пӗркелесе, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатрӗҫ, хӑйсен ҫӑткӑн куҫӗсене ҫаплах Павел ҫинчен илмерӗҫ, амӑшӗ вӗсем ывӑлӗн сывлӑхне, вӑйне, тасалӑхне ӑмсанса, унӑн ҫирӗп те тӗреклӗ кӗлеткине хӑйсен куҫӗсемпе вараланӑ пек туйрӗ. Вара каллех унӑн сасси кӗрлеме тытӑнчӗ. — Вӑл хӑй ҫавна сисет-ши? Хӑшне пӗлесшӗн эсир? Эпир эсир юлашки уйӑхсенче мӗн туса пурӑннине пӗлетпӗр: вырӑнти пӗчӗк боксерсене кӑна хӗртсе пурӑннӑ. Андрей патне юлташӗсем ют патшалӑхра тухнӑ хаҫатӑн ҫӗнӗ номерне е ҫӗнӗ кӗнеке вулама пухӑнсан, кашнинчех унта Николай та пырать, вӑл, кӗтесе кӗрсе ларса, ним чӗнмесӗр пӗр сехет итлет. — Революци тӑвасшӑн мар пуль те?.. Кунта вӑл чӗрчун кайри урисем ҫине тӑрса малти ури чӗрнисемпе тополь хуппине сӳсе илнине курнӑ. Юр ҫинче йывӑҫ хуппи таткисем выртнӑ. Мӗлке хӳме тӑрринчен йывӑҫ ҫине кушак пек куҫрӗ те ун тӑрӑх ҫӗре анчӗ. Сывлӑшри ҫапӑҫӑва лётчиксен ҫӗр ҫинчен сӑнама сайра-хутра ҫеҫ тӗл килет. Ун патне Мересьев «патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протезсене мӗнле туни ҫинчен те, хӑй вӑл протезсене тӑхӑнса малтанхи утӑмсене мӗнле ярса пусни ҫинчен те, пакӑлтатма юратакан ватӑ мастер ҫинчен те, хӑй малашне «лисапетпа чупма, полька-бабочка ташлама, самолётпа атте-турӑ патнех вӗҫсе ҫитме» шанни ҫинчен те каласа панӑ. Эпӗ камне тӗпчесе пӗлме хӑтланни ҫар сучӗ тата ячӗшӗн тунӑ ытти йӗркесем — ытлашши чӑрмав ҫеҫ. Романтик: пирӗн ҫулсем уйӑрӑлма пуҫланине сисетӗп, тенӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ ӑнланмалла калатӑп: эпир пӗр-пӗрне йӑлӑхтартӑмӑр. Ку таранччен пулнӑ фактсем Девипе Лиденброк теорийӗпе килӗшсе пычӗҫ; ку таранччен, вута парӑнман чулсем, электричество магнетизмӗн уйрӑм условисем, ҫутҫанталӑкӑн яланхи саккунӗсене улӑштарса, пирӗн валли вӑтам температура туса пычӗҫ; мӗншӗн тесен манӑн шухӑшӑмпа, ҫапах та ҫӗр варринчи вут теорийӗ — пурне те ӑнлантарса пама пултаракан чи тӗрӗс пӗртен-пӗр теори пулмалла. Акӑ ҫав ҫыру, вулӑр, Ромашов. — Халех, Анна Васильевна. — Чим, — терӗ вӑл, пӑртак шухӑшласа тӑрсан. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл хӑйсене уйӑрса тӑракан хушша, пӑшӑрханнӑ пек, куҫпа пӑхса, виҫе-виҫе илнӗ. Кӳршӗ ҫынни алӑ пусрӗ. Ҫурхи тырӑсене акса пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫынсем майӗпе утӑ ҫулма тухма хатӗрленнӗ: вӑкӑрсемпе лашасем ирӗкре ҫӳренӗ, вӑй-хал пухнӑ, казаксем килте кӗрепле аврисем саваланӑ, вӑрӑм ураписене юсанӑ, лобогрейкисене тӳрлетнӗ… — Хам астӑвасса курман ӗнтӗ. Ман пӗчӗк няня мана сыхлама тата мӗн тумаллисене каласа пыма сӗтел ҫывӑхнех пукан ҫине тӑчӗ. Программа пуринчен ытла малашнехи ҫинчен калать, Конституци хальхи ҫинчен калать. — Ҫапла, командир, унтан кая мар. Сталин приказӗ пулнӑ. Сӑрт-ту ҫинче металл ҫаврашкасем йӑлтӑртаткалаҫҫӗ. — Мӗнле кӑвакарчӑнсем, мӗнле кушаксем, ӑҫтан вӗсем… Ӗҫе юрӑхли мӗн пурӗ те тӑхӑр тупӑ кӑна тӑрса юлчӗ. Мӗн ӗҫӗ хатӗрлетӗр эсир хӑвӑра? Мӗнле малашлӑх кӗтет сире? Мӗнле тӗллеве ҫитесшӗн эсир, тесе каласшӑн эпӗ, ӑҫталла каятӑр эсир, сирӗн чӗрере мӗн? Пӗр сӑмахпа каласан, кам эсир? Мӗн эсир? — Монтанелли вӑл вырӑна, тен, хӑйӗн чӗри ванса арканнӑ пирки кайман, — терӗ вӑл пуҫне каялла ывӑтса тата ункӑн-ункӑн тухса каякан тӗтӗм ҫине пӑхса. Ҫук, пӗтӗм наци ҫӗкленчӗ, мӗншӗн тесен халӑх тӳсӗмӗ пӗтрӗ. Вӑл хӑйӗн прависенчен кулнӑшӑн, хӑйне этем вырӑнне хуманшӑн, ваттисен тӗнӗпе таса йӑласене кӳрентернӗшӗн, чиркӳсенчен мӑшкӑланӑшӑн, ют ҫӗршыв панӗсен тискер ӗҫӗсемшӗн, пусмӑршӑн, унишӗн, христиансен ҫӗре ҫинче жидсем мӑшкӑлла пуҫпулса тӑнишӗн, козаксен курайманлӑхне тахҫанхи вӑхӑтранпа ҫуратса пухса пынӑ мӗнпур ӗҫшӗн тавӑрма ҫӗкленчӗ. Унтан ҫаврӑнчӗ те, ӗсӗкле-ӗсӗкле, герцога темӗнле ухмахла паллӑсем пачӗ, пӳрнисемпе темӗн туса кӑтартать; лешӗ те вара чемоданне ӳкерсех макӑрма тытӑнчӗ. — Пит аван йӗкӗтсем! Эпӗ Николай тирпейлеме ӗлкӗрейменнипе лутӑрканса выртакан тасатман тумтире, атта тӑхӑнтӑм, хам пурнӑҫӑмра пӗрремӗш хут турра кӗлтумасӑр, савӑнмасӑр урама тухрӑм. — Суятӑн? — Мӗн эсӗ, ыр ҫыннӑм… — Апла мар-ҫке… Французсем мӗнпур ялӗпе тустарса ҫӳренӗ. Чӑнах та, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ леш Семенов, пӗрремӗш экзамен вӑхӑтӗнче хамран япӑхрах курӑннипе мана савӑнтарнӑскер тата вӗренме кӗмелли экзаменсене панӑ чух иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑскер, студент пурнӑҫӗн малтанхи уйӑхӗнче лекцисене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, анчах репетицисем пуҫланичченех ӗҫме пуҫларӗ, курс вӗҫӗнче университета ҫӳреми те пулчӗ. Ҫул ҫинче ҫын турттаракан кӳмесем темиҫе хут та тӗл пулчӗҫ, анчах Иван Иваныч вӗсем ҫине лармарӗ, укҫа парса хула тӑрӑх ҫавнашкал ярӑнса ҫӳреме вӑл хӑйне уявсенче те ытти мӗнле те пулин пӗр-пӗр паллӑ кунсенче ҫеҫ ирӗк пама пултарать. Чим! — Ларӑр. Хӑш-пӗрисем каҫса кайрӑмӑр, теҫҫӗ… — Анчах сирӗн ун чухне пӗр чикӗ вырӑнне икӗ чикӗ пулать! Корольсем пурте путсӗр! Вӑл ӗнтӗ ӗҫ ытла та шала кӗрсе кайнине, ҫакӑнта тӑраканнисенчен нихӑшӗ те ӑна пулӑшма тухас ҫуккине ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа урӑхла хӑтланса пӑхма шут тытрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ ҫул та пӗр уйӑх иртет, хайхи сасартӑк мужиксене пухать те: — акӑ, манӑн пӗтӗм ҫӗре илӗр те — сывпулӑр, каҫарӑр мана, эпӗ хам… — Эсир хӳшӗре кам пур тесе каласшӑн-и? — Епле апла мӗн тума? Кайран пурӑнма ҫиттӗр, тесе. — Унтан, шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн: — Ара, тепӗр тесен, священниксен те ачасем пулаҫҫӗ вӗт, — тесе хушса хучӗ. Мана чи тӳрӗ те турра кӗлтума юратакан ҫын вӑл — каменщик Петӗр пулнӑ пек туйӑнатчӗ; вӑл пурин ҫинчен те кӗскен, ӑс парса вӗрентмелле калатчӗ, ун шухӑшӗ час-часах турӑ ҫинче тата тамӑкпа вилӗм ҫинче чарӑнса тӑратчӗ. Тӑрса ирхи апат ҫиетӗн те шкула каятӑн, унта тӑватӑ урок ларатӑн — каҫ пулчӗ те! Ҫинҫе ылтӑн ҫипсем сывлӑшра йӑлтӑртатнӑ; куҫлӑхсӑр чухне Мирон сӑмси пысӑкрах пек курӑннӑ. Пушар вӑхӑтӗнче исправник, земский суд заседателӗ, стряпчий тата писарь, кусемсӗр пуҫне Владимир Дубровский, няня Егоровна, дворовӑй Григорий, кучер Антун тата тимӗрҫӗ Эрхип таҫта ҫухални палӑрнӑ. Таҫтан инҫетрен пӑлан кӗтӗвӗ мӗкӗрнӗ сасӑ илтӗнет. Хӑрах куҫли малтан шӑтӑкран хунарне кӗртрӗ, унтан пуҫӗпе кӗчӗ. — Ҫавӑ пурте лайӑх, анчах манӑн ҫавна мӗнле тӑвас-ха, мистер Стумп? Ҫырма хӗрринчен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, эпӗ вара каялла, хам раксем тытнӑ вырӑналла, вӗҫтертӗм. — Сана Тӑсланкӑ Джон янӑ пулсан, пӗтрӗм эпӗ, — терӗ. Артамонов, ӑна ҫул парса, мӑшкӑлламалла кулса, мӑкӑртатса илчӗ: — Ну, акӑ ӗнтӗ… Патшалӑх тивӗҫӗ — ҫав аркатуҫӑсемпе кӗрешесси; пурнӑҫ саккунӗ ҫапла. Кунсӑр пуҫне, хӑҫан та пулин уйрӑлмаллах пулать вӗт пирӗн: эсир пуян — сирӗн Петровски пур, эпир вара чухӑнсем – аннен нимӗн те ҫук. — Калатпӑр: каймастпӑр, ырса ҫитрӗмӗр, тетпӗр те, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Урайне пӗр ҫӗклем улӑм пӑрахнӑ. Ӑна «Пилигрим» курсран пӑрӑннӑ пек — урӑхла пулма пултарать-и-ха? — туйӑнчӗ. Ҫӗр лаптӑк, тенӗ вӗсене, Ҫӗр хӗрринче Пӗтӗм тӗнче океанӗ питӗ пысӑк шывсиккине ӳксе ҫухалать, Ҫӗр хӗррине ишсе ҫитекен карап вара тӗпсӗр вырӑна анса каять те путать, тесе ӗнентернӗ. Енчен тупӑшӗ пачах пулмарӗ, тӑкакӗ пысӑк, усси пачах ҫук тесен, эпӗ сирӗнтен ытларах айӑплӑ мар. Тахҫан-тахҫан кунта китсем пулнӑ, анчах халӗ вӗсем ҫукпа пӗрех, вӗсене питӗ нумай тытса пӗтернӗ. Халӗ вӑл каҫсене ҫакӑнта ларса ирттерет. Ҫапла ҫырса яр та. — Килтӗр те-и? — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса илчӗ вӑл. — Ҫапла, пире нимӗн те чарса тӑмасан, ҫак тӗпсӗр шӑтӑкран тухмалли ҫул пур пулсан. Серёжа мӗн туса ирттермеллисем ҫинчен тӳрех калама тытӑнчӗ. — Илсе кай старик патне, манӑн пурпӗрех «Калинин» колхоза каймаллаччӗ. Толстовец ҫав хушӑрах, хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчен тарне шӑлса илсе, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Евангелие кӑларса ывӑтӑр, суяс мар тесе ун ҫинчен манса кайӑр! Кунта килнӗренпе питӗ начар мана, Гоголӗн Калуга губернаторши патне ҫырнӑ ҫырӑвӗсене вуланӑ пек. Мӗнле-тӗр ҫӗнӗ, кӗтмен хуйхӑ килсе ҫапать мана халех, терӗм эпӗ хама хам шантарсах. Ҫак вӑхӑт хушшинче, эпир хамӑра кирлӗ шыва тӗл пулмасан, эпӗ сана тупа тусах чаплӑ сӑмах паратӑп: вара эпир каялла ҫӗр ҫине тухатпӑр. Тӳрем сӑртлӑх ним палӑрмасӑр ту ҫинелле хӑпарать те таҫта аякра ҫӑлтӑрлӑ тӗксӗм тӳперен уйрӑлса тӑрать. Ольховка ҫыннисем ҫапла шухӑшланӑ: йытӑллӑ кил вӑл — чӑн-чӑн кил, унсӑрӑн кил-и вӑл — ҫын пурӑнман тискер вырӑн кӑна, тенӗ. — Ӳсӗрскер, — терӗ певчий чарӑнса тӑрса. Тӳррипех калас: пӗчӗкҫӗ ҫынсем ман кӗлетке ҫинче каялла-малалла уткаласа ҫӳренӗ чух ал айне лекекенӗсене хӗрӗх е аллӑ ҫынна ярса тытса ҫӗр ҫине ывӑтса ярас шухӑш ман пуҫа темиҫе хут та килсе кӗчӗ. Колхоз ӗҫне сӑмсуна ан чик, сансӑрах майлаштарӑпӑр! Ҫакнашкал паттӑрла хӑтланни мана мӗн тери тӗлӗнтернине тата кӑмӑла кайнине каласа пама та пултараймастӑп: хытах ыраттарччӗ пулин те, вӑл йӗмерӗ ҫеҫ мар, ыратнине те палӑртмарӗ, вылямаллине пӗр минутлӑха та манмарӗ. Ун умӗнче ҫӑра курӑк шӑтса ларнӑ ҫерем савӑлӗ карӑнса выртать. Глаббдобдриб ҫинченех ҫырса малалла паллаштарать. Пӑлханса кайнӑ Петр та макӑрчӗ, мӑкӑртатрӗ: — Чун тӑлӑх вӑл, усрама илнӗскер, — тӗрӗс! Маннӑ ӑна. Хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑскер, Алексей ҫакна пачах та курмарӗ. — Ҫук, ун ҫинчен ан та шухӑшлӑр!.. Эпӗр нимӗнле мар пулса тӑтӑмӑр. Пуринчен малтан Уэлдон миссисӑн, Джокӑн, Бенедикт пиччен тата Нэпӑн шыв ҫинче тытакан ункӑсене тӑхӑнмалла. Хӑйсене вӗсем хура расӑн кӗҫӗн турачӗ тесе шутланӑ; ҫак раса тахҫан авал-авал кӑнтӑр ҫур чӑмӑрлӑхра пурӑннӑ. Унӑн цивилизаци центрӗ-тӗшши Ҫӗр Пто комета ванчӑкӗсемпе ҫапӑннӑран пӗтнӗ. Унсӑр вӗт кунта эпир алӑсӑр пекех. «Ну, пӗтрӗм! — шухӑшларӑм эпӗ. Эпӗ кирек мӗнле ҫынпа та пӗр сӗтел хушшине ларма хатӗр. «Эс ман пиччене пӗлнӗ-и?» ыйтрӗ Тарас. — Апла эсӗ Иван Витальевичран, канашлу постановлени йышӑнсан ҫеҫ каҫару ыйтасшӑн. — Унтан вара? Ҫил пӗрре пырса ҫапрӗ, тепре пырса ҫапрӗ те пӑрахута тайӑлтарчӗ, унтан ӑна, ҫавӑрма пуҫласа, ҫӗклерӗ те пысӑк хум ҫине илсе улӑхрӗ, унтан аялалла сулӑнтарчӗ. Карчӑксем те пулин урама тухнӑ. Типӗ урамсенче пур ҫӗрте те: тусан ҫинче, ура айӗнче арбуз тата кавӑн вӑрри хупписем сапаланса выртаҫҫӗ. Вӗсем ҫакна пӗлмерӗҫ: шыв ӑшӗнче пурӑнакан пулла мӗн чул хӑвӑртрах ӑшалатӑн, унӑн тути те ҫавӑн чухлех лайӑхрах пулать. Вӑрманта ҫывӑрни, уҫӑ сывлӑшра чупса ҫӳрени, шыва кӗни пуринчен ытла хырӑмӗсем выҫни апата епле тутлӑлатни ҫинчен вӗсем шухӑшламарӗҫ те. — Хӑнасем пырса кӗнине, ӑраснах тата ют хӑнасем пынине сирӗн тус юратас ҫук пулӗ, тен? Пӗрре ҫапла ватӑ княҫ хӑех пире туя чӗнме пычӗ: аслӑ хӗрне качча паратчӗ вӑл, эпир вара унпа кунаксемччӗ, тӑраймастӑн вӗт ӗнтӗ пымасӑр, вӑл тутар пулин те, хӑвӑрах пӗлетӗр. «Мӗскӗн йӗкӗт!» Вулаканӑн сасси темле сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен татӑлать те ҫав самантрах пӳлӗм тарӑхса, хирӗҫлесе кӑшкӑрнисемпе тулать: — Ренегат! Ӑна валли ку укҫан ҫурри каять, анчах ан хӑра эсӗ, эпӗ татах ӗҫлесе тупатӑп, ку кӗпе манӑн кивелсе ҫитрӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, амӑшӗ умӗнче каҫару ыйтнӑ пек пулса. — Пит те аван! Ҫав каҫхине те вӑл Полина патӗнчен ҫавнашкалах утса таврӑнчӗ, ҫавӑнпа та хӑй умне лутака, сарлака кӗлетке ӑҫтан пырса тухса аллипе вӑйлӑн сулса янине те асӑрхаймарӗ. — Эс мӗн, Лалка вилнине пӗлместӗн те-и? Акӑш мамӑкӗ пек ҫеп-ҫемҫе ҫӗнӗ юрпа витӗннӗ таврари чӗмсӗр пушӑ ҫӗр тӗмисем йӑлтӑртатса курӑнаҫҫӗ. Эпӗ ухӑ йӗпписем ман пата ҫитейми ҫӗре кайса тӑтӑм, ман пите кӗрсе ларнӑ ухӑ йӗпписене туртса кӑлартӑм та сурансене сипле маҫпа сӗртӗм. Виҫҫӗр пин салтак пухасси ҫинчен кӑларнӑ декрет ултҫӗр ял ҫыннине хускатнӑ. Часах тата та нумайрах пӗлӗн. — Оля, анчах… Замазка хӑйпӑнса пӗтре, пӑтасем тӳрӗленчӗҫ; анчах Николай рама урлашкинчен тытса мӗнпур вӑйӗпе туртрӗ пулин те, рама хускалмарӗ. Халӗ хамӑн юлташӑмсен мана чӗнекен сасси хӑлхана пырса кӗмӗ-ши тесе, юлашки хут итлесе тӑнӑ чухне, нимӗнле сасӑ ҫуккине те ӑнланса илтӗм. Сӑмси ҫуначӗсем унӑн чарӑлса кайнӑччӗ, кӑкӑрӗ пашкаса сывлатчӗ. — Пӗртте. Хӗвел ҫине пӑхма ирпе каҫ кӑна хӑрушӑ мар. Мӗнле те пулин тавӑрмалла пулнӑ вӗт-ха вӗсен? Иккӗмӗш точка! Эпӗ сирӗн аҫуна пӑч-пӑч чӑпар мустанг ҫинчен систермешкӗн хамӑн ватӑ кӗсреме хытӑрах малалла хӑваларӑм. Ятсӑр вил тӑпри ҫинче нимле паллӑ та ҫук. Вӑл арӑмне асаплантарма тытӑннӑ, этемле мар тискер хӑтланнӑ, тепӗр чух хӗнекелесе те илнӗ. Мӗн калӑн ӗнтӗ! Килте ларнипе нумай пурӑнӑн-и вара? Том та хӑйӗн ыратакан чӗри ҫинчен мансах, халӑх хыҫҫӑн утрӗ — вӑл хӑйӗн каяс килнипе каймарӗ: ун шучӗпе, халӗ ҫакӑнтан пӗр пин миля аякра пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ. Анчах ӑна ҫавӑнпалла ӑнланмалла мар темӗнле вӑй туртрӗ. Ҫил тамалать, чи йывӑрри иртсе кайрӗ пулӗ тетӗп. — Эсӗ маншӑн указ мар! Фома, сӗтел хӗрринчен кӑштах чакса, тӳрленсе тӑнӑ, унтан, пӗрехмай йӑл-йӑл кулса, хӑйне ачашшӑн ӳкӗтлекен сӑмахсене итле пуҫланӑ. Эпӗ ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗм — алӑкран килӗшӳсӗр шатра питлӗ, кӑнттам кӗлеткеллӗ учитель курӑнса кайрӗ; вӑл фрак тӑхӑннӑ, фракӑн тӳмисене ҫаклатнӑ; калас пулать, унашкал тӳмесене вӗреннӗ ҫын тумтирӗ ҫумне кӑна лартаҫҫӗ. Вӑл вӑтам пӳллӗ, хӗрлӗ мӑйӗ ҫине тӗреклӗн лартнӑ кӗтеслӗрех пуҫлӑ ҫын, лайӑх гвардейски пуставран ҫӗленӗ кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ, сарӑ пиҫиххийӗ ҫумне замш кобурӑпа пӗчӗк ҫеҫ браунинг ҫаклатса янӑ. Аппарат, ахӑртнех, тӳпери темӗнле япала патнелле ҫывхарать, унӑн туртӑмне кӗчӗ — ун тавра спутник пек ҫаврӑнма тытӑнчӗ. Ӑтӑр пысӑк пулнӑ: сӑмсинчен хӳри вӗҫне ҫитиччен вӑл пӗр метра яхӑн пулнӑ. Ну — спасипӑ! — Авӑртса хутӑн!.. — терӗ вӑл хаяррӑн. — Хӑв хыпса ҫӑт! Темле пысӑк хулара — те Мускавраччӗ, те Питӗрпурта — офицер ресторанта штатскине, йӗркеллӗ ҫынсем палламан дамӑсем ҫумне ҫулӑхмаҫҫӗ тесе асӑрхаттарнӑшӑн, «йытта пенӗ пекех» шаплаттарса пӑрахнӑ. Пӗррехинче, сӑмахран, ирхине эпӗ ыйхӑран вӑрантӑм та хампа юнашар выртакан ҫын, куҫне сиктермесӗр, мачча ҫине пӑхса тӑнине асӑрхарӑм. — Апла пулсан, — терӗ малалла Паганель, — тинӗс шывӗ документран пӗр цифра ҫисе янӑ тейӗпӗр, ҫавӑнпа та июнӗн 7-мӗшӗнче вырӑнне июнӗн «17-мӗшӗнче», «27-мӗшӗнче», — тесе вулӑр. Капла пурте ӑнланмалла пулать. Ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫын епле пулсан та ҫураҫнӑ хӗрпе ҫеҫ тытӑнса тӑрать, урӑх нимӗнпе те мар! Тинӗс шывӗн сирпӗнчӗкӗсем ман пит ҫинче типеҫҫӗ, тутасем те тӑвар сийӗпе хутланчӗҫ. Эпӗ пӗлмелле мар, юптарса каласшӑн мар, Вудли кукка. — Мӗн пурӗ миҫе пӳлӗм вара унта? Чурка ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те, ним шарламасӑр, васкамасӑр аяккалла уттарчӗ, карта ҫумӗперех утса карӗ. Анчах эпӗ шутлатӑп… Ларар-ха, Елена Николаевна, эсир сывах мар пек туйӑнать мана… Вӑл офицер хӑй чухӑн ҫемьеренччӗ, ҫавӑнпа та ӑна халь тимӗрҫ пуян улпута ҫапла мӑшкӑллама пултарни савӑнтарса янӑ. Унтан та ытларах-ха вӗсем Молукк утравӗсенче хӑйсем хуҫа пуласшӑн пулнӑ: ҫавна пула ҫеҫ вӗсем Магеллан экспедицине хатӗрлеме укҫа-тенкӗ тӑккаланӑ. Эпир салтак хытӑ чӑрсӑрланнине сисрӗмӗр, Таньӑшӑн ку хӑрушӑ иккенне туйрӑмӑр. Ҫак хӗрарӑмӑн виҫӗ ачи пурччӗ. Пӗринчен пӗри пӗчӗккисемччӗ. Хӑшпӗр хуласенче гарнизонпа хула милицийӗ ҫине кӑшт шанса тӑнӑ пулсан, сасартӑк вӑл хуласене тухса тарнӑ монахсен, жидсен, хӗрарӑмсен ушкӑнӗсем йышлӑн пырса тулаҫҫӗ. Анчах, тӗрӗссипе каласан, хам ҫав хурахсемшӗн тӑрӑшнӑшӑн эпӗ савӑнатӑп: ун пек ҫынсене камах пит пулӑштӑр. — Халӗ ӗнтӗ, — терӗ пичче, — ирхи апат тӑвӑпӑр, анчах паян пирӗн вӑрӑм ҫула тухса каякан ҫынсем пек ҫимелле пулать. Аркашка карланкӑ шӑммине йӑвалакаласа пӑхрӗ, пӑшӑрханса ӳксе аллине сулчӗ, ҫапах та тӳсеймерӗ, хӑй вырӑнне ларнӑ вӑхӑтра колхоза хирӗҫ хытӑ тӑракан Николай Ахваткина талкӑшпе коллективизаци тунӑ хыҫҫӑн унпа мӗн пулассине пӳрнисемпе туса кӑтартрӗ: табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пуҫ пӳрнин чӗрни ҫине тепӗр пуҫ пӳрнин чӗрнине хурса хӗстерчӗ те — шатӑрт! тутарчӗ. Ну, кам-ха вӑл? Ҫӗрлесенче эсир, Андрейпе иксӗр, ҫапах та сыхланӑр: хваттерӗрсенчен ытла ҫӗре юлса ан тухӑр, ҫутӑ ан ҫутӑр, вӑт, ҫакӑ ҫеҫ, сирӗн урӑх ним те тумалла мар. Анчах яланах ӳкӗте кӗрекен Андрей хальхинче пат татсах каланӑ: — Марийка Логовӑна ҫеҫ качча илетӗп, — тенӗ, унпа часрах калаҫса пӑхма сӑмах панӑ. — Янӑ хыҫҫӑн, — тавӑрчӗ Негоро, кӑшт иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн. Вӑл: «Пурне те, пурне те, пурне те» текен сӑмахсене шакканине илтнипех ҫырса пырать. Ситников каллех ҫухӑрашса кулса ячӗ. — Кай-ха эс! Ак, турилккесене ҫӗмӗрсен, — тесе ҫуйхашрӗ вӑл Белецкипе. Ҫакӑн ҫинчен ӑна хӑй пӗлекен пӗр офицер, полкра пӗрле пулнӑскер, эрне каялла Гремячий витӗр тухса кайнӑ чухне каласа хӑварнӑ пулать. — Эсир мана кансӗрлеместӗр, хирӗҫместӗр пулсан, мӗн ҫинчен те пулин калаҫма та пултаратӑр. Тусӗсем хӑш-пӗр япалисене лайӑхрах астуса пӑхчӑр тесе, вӑл вӗсене куҫ умӗнче ҫавӑркаласа илет тата, сутуҫӑ пек, аллипе вӑр-вар тытса силлекелет, унтан вара, парне купи ӳссех пынине кӑтартас тенӗ пек, купа ҫинелле пӑрахать. Мӗн ҫинчен кӑна ыйтмастӑн иккен, вӑл пӗтӗмпех пӗлет, ну, тӗнчерине — йӑлтах. Сывӑ пулӑр, апельсинлӑ урамсем, сывӑ пулӑр, уҫӑ пӗлӗт айӗнчи каҫсем, сывӑ пул, хам ҫумра ҫакса ҫӳрес ҫӗҫӗ, сывӑ пул, кӗмӗлленӗ кукӑр хӗҫ! — Ҫулталӑк ҫурӑра, — хирӗҫ тавӑрчӗ хӗрарӑм. Халӗ ҫак телейлӗ ҫемье Мускавра пурӑнать, малтанхи пекех тӑрӑшса ӗҫлет, ҫапӑҫу панӑ ырлӑхсемпе усӑ курать, мӗншӗн тесен вӗсен ҫемйинчи ҫынсем пурте хӑйсен вӑйӗ ҫитнӗ таран ҫӗнтерӳшӗн ӗҫленӗ. А лешӗ тараватлӑ сӑмахсем тӑкать. Каҫхи ҫӑра та вӗри тӗттӗмлӗхре вӑл курӑнми пекех пулчӗ. — Норд паллисене. Вӑл тӗрлӗ шляхтичсене нумай хӗнесе пӗтерчӗ, чи пуян та лайӑх керменсене ҫаратса тухрӗ, козаксем пансен нӳхрепӗсенче сыхланса усранакан пичкесене пуҫласа унти ӗмӗрхи сим пылпа эрехе юхтарса кӑларчӗҫ; кладовойсенчи хаклӑ сукнопа тумтире тата ытти япаласене вакласа пӗтерчӗҫ е ҫунтарса ячӗҫ. Капитанӗ ҫирӗп кӑна арҫын, хӗрлӗ питлӗскер, аллисем кӗрӗс-мерӗс, сӑмси лаптак, куҫӗсем хӗсӗнсе, кайнӑ, нихӑҫан та ҫӑварӗнчен кайман чӗлӗме аялти тутине усӑнтарса тӑрать. Биль Галлей капитана ниепле те ыркӑмӑллӑ ҫын вырӑнне шутлама май ҫук. Пурте курка шаккаҫҫӗ. Ҫын хӗрӗх пилӗк ҫул тултарнӑ тӗле вӑл кӑмрӑк пекех хуралса каять, акӑлчансен шиллингӗ пысӑкӑш пулсан, вӑл вара хӑйӗн тӗсне текех улӑштармасть. Кольхаун хыҫалтан вӑраххӑн пырать, пырасшӑнах мар курӑнать. Кам перет? Вӑхӑт ӗнтӗ вӗсен ҫӑварне питӗрме, тахҫанах вӑхӑт! Ҫав кулӑранах эпӗ хамӑн ӗлӗкхи Зинаидӑна палласа илтӗм. Ҫакӑн пек тытӑнса тӑнӑшӑн хӑй айӑплӑ маррине пӗле тӑркачах капитан Уэлдон миссис пирки пуринчен ытла пӑшӑрханчӗ. — А эсӗ мӗн тӑватӑн? Эпӗ хам чӗлхесӗр пулнипе вӑтанса ниҫта та тухса ҫӳрейместӗп. — Общество… — «Атеист». — Кун пек ятпа тинӗсе тухни те кулӑшла. Хӑй вара пырса тӑрать те тутисене пӗрсе хурать, кӑвак куҫне чарса пӑрахать. Эпир пӗр-пӗрне пӑхса илтӗмӗр. Эпӗ ун ҫине йӗрӗнсе пӑхнине туйрӗ те вӑл, ман ҫине чунтан курайми тата тӑрӑхласа кулнӑн пӑхса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Гусев кӑшкӑрсах ячӗ. Ик-виҫӗ лӗпӗш вӑльт-вальт вӗҫсе ҫӳреме тытӑнчӗҫ. «Общество укҫипе тумлантаратпӑр сана, Андрюша, асту, эпир ырӑ тунине ан ман, станица ятне намӑса ан хӑвар, патшана тӗрӗс служить ту…» — тенӗ Андрее стариксем. — Эсир хӑвӑрӑн тусӑрсене е тӑванӑрсене мӗн те пулин калас тетӗр пулсан… Сирӗн тӑванӑрсем пур пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ? — Ыранччен! — терӗ Джемма, — урӑхла пулма та пултарайман пек — ыйтуллӑ сасӑпа мар, ҫирӗплетсе калакан сасӑпа. Ҫав самантрах алӑк уҫӑлчӗ те, Марья Ивановна кӗрсе тӑчӗ. Унӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫинче темле кӑмӑллӑ йӑлкӑшу тӑрать. Тинех юлашки шанчӑкӗ те пӗтсе ларчӗ. Пурнӑҫ ҫине эпӗ вӑйӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп. Ҫакӑ вара хӗршӗн ҫӑмӑл ӗҫ мар, — хирте ку тӑруҫӑн пӗр чун та ҫук, унта башибузуксем кӑна хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем, кӑкӑрсем умнелле пырса, вӗсене ҫитсе тӗкӗничченех, ҫынсене халӑх ушкӑнӗнчен пӗрин хыҫҫӑн теприне уйӑрчӗҫ, халӑха аркатрӗҫ. Май килнине кура, Том васкаса ҫапла каларӗ: — Итле-ха, Гек, пуянлӑх вӑл мана вӑрӑ-хурах пулма чарас ҫук, — терӗ. Вӑл татах лаша урине ҫӗклесе пӑхма тӑнӑ, анчах выльӑхӗ ҫине тӑрсах ӑна парӑнман. — Хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ Паганель, — халӗ эпӗ документра мӗн ҫырнине хам юлашкинчен виҫҫӗмӗш хут мӗнле ӑнланнӑ пек куҫарса паратӑп, вара калаҫма пултаратӑр. Вӑл ӑйӑрсене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ те тайлӑк-тайлӑк калинккене уҫрӗ, чӗп курӑкӗ пуснӑ сукмак тӑрӑх васкамасӑр, чӑн-чӑн хуҫа пек мӑнаҫлӑн, крыльца патнелле утрӗ. Акӑ, таврӑнсан, вӑл йӗрке тӑвать-ха…» Жихаревӗ ҫапла мӑкӑртатса илчӗ: — Пулӑ ӑҫта тарӑнтарах вырӑн пуррине шырать, ырӑ каччӑ — ӑҫта начартараххине… Икӗ хутчен те вӑл Алексей пичӗ ҫине ним хумханмасӑр пӑхса илчӗ. Ун чухне пирӗн хутор ҫыннисем, ҫӗр ҫӑтманскерсем, йытӑсене шутсӑр нумай ӗрчетсе янӑччӗ. Совет влаҫӗн тӑшманӗсене — вилӗм! — Пӗччен. Ҫемҫе курӑк ҫийӗпе пынӑ чухне вӑл ҫул хӗрринчи ҫурхи чечексен илемлӗ куҫӗсенчен савӑнса пӑхрӗ. — Сыв пу-ул! — тесе кӑшкӑрчӗҫ матроссем. Хӑҫантанпа сывлӑша хӑпарман? Хӗрача тӗрӗсех каласа пачӗ. — Мӗн пирки выляс? Нарастаран ятларӑм ҫав ӑна эпӗ. — Сан шутупа, эппин, — ҫилленчӗклӗн сӑмах хушрӗ Стефчов та, — сан ҫав ҫыннусем, ҫав патриотсем, пире ҫитсе курма кӑмӑл хывсан, вӗсене кӗтсе илме шкул ачисене кӑлармалла пуль, вӗсене юрӑ юрласа йышӑнма алӑк-хапхасене уҫмалла пуль, кукӑль пӗҫермелле мар-и тата, хӑш-пӗрисем ав ҫӑкӑр типӗтсе хунӑ-ҫке? Пирӗн патӑрта икӗ сехет хушши пулсах вӑл пирӗн шкулти ӗҫсемпе пӗтӗмпех паллашса ҫитме ӗлкӗрнӗ. Пурте юратакан Бройтман, рисовани учителӗ, вилнишӗн те кулянчӗ вӑл. Ватӑлас кунта ҫӳҫне кастарса, тутисене хӗретсе ҫӳрекен нимӗҫ майринчен пурте кулнине вӑл пӗлсе тӑрать. Вӑл мана хамӑр стена хаҫачӗн ҫитес номерӗнче мӗн тухассине те каласа пачӗ. Унта иккен пӗтӗм номерӗпех Евгений Онегина суд туни ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Пӗр карикатура алӑран алла та ҫӳрет иккен. «Дуэльсем чӗрчунсем хушшинче те пулаҫҫӗ» текен лозунг айӗнче Валька ҫапӑҫакан йытӑсене уйӑрса тӑрать. Гришка Фабера вара картинка ҫинче, аллине тура тыттарнӑ, вӑл Татьянӑпа Ольга свидетельсем ҫине тилмӗрсе пӑхать. — Итле-ха, мӗншӗн сана пурте капитан тесе чӗнеҫҫӗ? Кун сиктерсе эпӗ Германи карапӗсене путарма кайни ҫинчен шухӑшласа илсен, хам ҫапла калани тӗлӗнмелле пек те туйӑнӗ. Унта Софья Сашӑна ҫапла каласа ларатчӗ: — Унӑн виҫҫӗр экземпляр хатӗр ӗнтӗ! Йывӑҫсен хушшипе эпӗ унӑн ялтӑра костюмне куратӑп. Авӑ! — тетчӗ тӳрех вара кил хуҫи арӑмӗ. Унтан вӑл, кӑкӑрне сӑтӑркаласа, ӳсӗрме чарӑнчӗ, нумайччен пӳлӗм варринче мӑшлатса, чармак куҫпа амӑшӗ ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Кайӑпӑр. Сана пӗр хутчен юратса тӑнӑ хӗрарӑм ытти арҫынсем ҫине йӗрӗнмесӗр пӑхаймасть, эсӗ вӗсенчен лайӑхрах пулнипе мар, эх, ҫук! анчах сан ӑшӑнта пӗр хӑвна ҫеҫ пӳрнӗ темӗнле уйрӑм хӑват, темӗнле асамлӑх та мӑнаҫлӑх пур; сассӑнта,— ху кирек мӗн каласан та — никам ҫӗнтерейми хӑвату пур; никам та хӑйне ҫавӑн пек ялан юраттарасшӑн тӑрӑшма пултараймасть; никам куҫӗ те ҫав тери ырлӑха ӗмӗтлентереймест; никам та хӑйӗн вӑйлӑ енӗсемпе ҫав тери тасан усӑ курма пултараймасть, тата никам та сан пек ҫав тери чӑн-чӑннипех телейсӗр пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен никам та ҫав таран хӑйне телейлӗ тесе ӗнентерме тӑрӑшмасть. Эрне хыҫҫӑн эрне иртрӗ. Юлашкинчен, пӗр илемлӗ кун, эпир ҫыру илтӗмӗр. Ӑна доктор Ливси патне ҫырнӑ, анчах конверчӗ ҫине ҫакӑн пек хушса хунӑ: Е доктор Ливси халӗ те таврӑнман пулсан, ҫырӑва Том Редрэтӑн е ҫамрӑк Гокинсӑн уҫмалла» тенӗ. Мюльредине Люкноуск ҫулӗ ҫине яман пулсан, ӑна амантман пулӗччӗҫ, кунсӑр пуҫне экспедици те нумай хӗн-хурсенчен хӑтӑлса юлатчӗ. — Укҫана кӗреҫепе хыратӑн — ахаль кӗреҫепе мар, пысӑк кӗреҫепе! Эпир нимӗнех те калаҫмасӑр апатлантӑмӑр та, нумай шухӑшласа тӑмасӑрах ҫывӑрса кайрӑмӑр. Эпир колхозра хамӑр хуҫа — кӑмӑл пулсан ӗҫлетпӗр, ҫук-тӑк — канатпӑр, праҫниксенче вӑйпах ӗҫлеттерме пултараймастӑн эсӗ пире, пыршу ҫинҫе санӑн! Темшӗн ытла та час ватӑлнӑ эсир. Чӑннипе илсен, ҫак ырра мар пӗлтерекен ҫӗршыва вӗсен хӑйсен ирӗкӗпе те мар, мӗн ҫине те пулин шанӑҫ хурса хавхаланса та мар, урӑхла май килменнипе кӑна кайса кӗреҫҫӗ. «Мӗншӗн юрамасть?» Унӑн шӑллӗ Вильям питӗ шӳтлеме юратать иккен, халӗ те вӑл шӳтлекелесе кӑна ҫыркалам пекки тунӑ-мӗн, чӑннипе тӑрӑшса ҫырман, ҫакна король тӳрех ӑнланса илнӗ пулать. Артур ҫӳҫенсе кайрӗ, унтан сасартӑк тавҫӑрса илчӗ те:— Суя ку! Шурӑ Кашкӑр ҫийӗнчех айкинелле сиксе тӑнӑ, — ҫапла вӑл питех тӗрӗс тунӑ! Уйӑхӑн Хӗвелпе ҫуталса тӑракан пайӗнче ҫав тери шӑрӑх! — Пирӗн ӗҫсем ӑнса пыраҫҫӗ! — терӗ Николай, аллисене сӑтӑркаласа. Вӑрмана ҫапӑҫӑва чӗнсен те, ҫынсем: ку мӗн те пулин шухӑшласа кӑларатех, тесе шухӑшларӗҫ. Оленина халиччен нихҫан пулман пек хӑрушӑ пулса кайрӗ. Хум хыҫалтан пырса ҫапасран шикленмелле. — Ку сочинени «Геймскрингла» ятлӑ, — терӗ хавхаланса манӑн пичче, — ӑна ҫыраканӗ Оноро Струмсон, Исланди ҫынни, 12-мӗш ӗмӗрте пурӑннӑ паллӑ хроникер; ку кӗнекере Исланди утравне пӑхса тытса тӑнӑ Норвеги княҫӗсем — кенунгсем — ҫинчен ҫырнӑ. — Атя, эпӗ сана талант пуррипе ҫуккине тӳрех каласа парам. — Шухӑшлассине шухӑшлаччӑр та, пурӗпӗр илме пултарас ҫук! Ыран Карди атте килет. Ытахальтен кӑна, ни пулӑ, ни какай!» — тенӗччӗ. Эпӗ утмӑл ҫичӗ ҫул пурӑнатӑп, ӗнтӗ тупӑк умӗнчех тӑратӑп, ҫапах лайӑх куратӑп: авал, хам ҫамрӑк чухне, ҫӗр ҫинче чечексем те сахалрахчӗ, илемӗ те вӗсен хальхине ҫитместчӗ… Вильсонпа Мюльреди ҫак ӗҫме юратакан ҫынна пӑртак ӑса кӳртес майпа кӳпкесе илме те хатӗр, анчах вӗсем ҫапӑҫма тытӑнса тӑраҫҫӗ. Джон Мангльс пулмасан, вӗсем Галлея тахҫанах ал-уринчен ҫыхса лартса, Окленда ҫитичченех трюмра тытса усрӗччӗҫ. — Старший лейтенант юлташ, мӗнле вара эсир унпа ҫавӑн пек калаҫма пултаратӑр? Пирӗн валли те вӑхӑчӗ килсе ҫитӗ! Часовойсем килӗшеҫҫӗ, пӗр левентарӗ майлаштарма сӑмах пачӗ. Эпир лӑпах мӗлке ӳкнӗ тӗлтен пуҫласа ятӑмӑр вӗт. — Тавах турра! — Полици пӗтӗмпех пӗлсе ҫитет. Усал япала усаллинех ҫуратать, чӑн лирваи асапланса курни тепӗрне асаплантарнинче мӗнле савӑнӑҫ пуррине ӑнланма пулӑшать; усал ӗҫ тӑвас шухӑш ҫын пуҫне ахальтенех пырса кӗме пултараймасть, унпа пурнӑҫра усӑ курас тенипе кӑна пулать вӑл; шухӑшсем вӗсем — пурнӑҫран килнӗ япаласем тенӗ тахӑшӗ: вӗсем ҫурални вӗсене форма парать, ҫав форма вара ӗҫе кӗресси пулса тӑрать; кам пуҫӗнче ытларах шухӑш ҫуралать, ҫавӑн ӗҫӗ те ыттисенчен ытларах пулать; ҫакна пула чиновник сӗтелӗ ҫумне сӑнчӑрланнӑ гени вилет-и е ухмаха тухать-и, ҫавӑн пекех акӑ маттур та тулли вӑй-хӑватлӑ этем, пӗр май лӑпкӑн пурӑнса, шалкӑм ҫапнипе вилсе каять. Юрать-ха, тӗттӗм ҫӗрте вӑйсӑрланнӑ куҫсене хӑлха ылмаштарать. Часах шыв шавлани ҫулҫӳревҫӗсене шыв юппине ҫитме инҫе марри ҫинчен пӗлтерчӗ. Уэлдон миссиспа Джек, халӑх кӑшкӑрашнине илтсе, тин кӑна хӑйсен пӳртӗнчен тухнӑччӗ. Чӑнах та, ҫанталӑк кит тытакансене пулӑшнӑ пекех туйӑнать. Мӗн каламалла-ха Дик Сэндпа Геркулесӑн малашнехи шӑпи ҫинчен? — Савнӑ тусӑмсем, — терӗ ученый, — сирӗн хастарлӑха пӗлетӗп эпӗ, хамӑр хӗрарӑмсене те шанатӑп. Асра-ха Кораблев кӑшкӑрни те: «Мӗн турӑн эс, Саня! Иха Лосьӑн чавси айӗнчен шуса тухрӗ те тарса ҫухалчӗ. Пулмастех. Ҫавна пула ӗнтӗ эпӗ асапланатӑп, ӑна никам та пӗлмест, калаҫасса вара, хайхи леш барыньӑ евӗр, ухмахла ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. — Эсӗ, мучи, яланхи пекех пӑтранатӑн! Вӑл ман юратӑва, эпӗ ӑна пӑхӑнассине паянтан ҫухатнине ӑнланчӗ пулсан, хӑйне питӗ лӑпкӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ пулин те, ахӑртнех, ун пирки шеллесе илчӗ пулӗ. Пӳрт ҫумнех ҫитсе тӑрсан, Лукашка хӑйсен килӗн тӗтрепе йӗпеннӗ хӳмине, пӳрт крыльцине тата уҫӑ алӑкне курчӗ. — Сана Тулун ҫыртнӑ темест-и? Вырӑнтан куҫми салху кӑвак ҫурт пек курӑнакан пӗлӗтсем хамӑр хыҫӑмӑра юлман пулсан, тарнӑ та пулӑттӑмӑрччӗ эпир. Павка, нимӗн чӗнмесӗр, самоварсемпе аппаланма тытӑнчӗ. Грант капитан туземецсен аллинче пулсан, унӑн пурӑнӑҫӗшӗн хӑрамалли ҫук. Ҫут тӗнчере пӗртен-пӗр Оксана ҫеҫ-им. Тавах турра, ялта унсӑр та лайӑх хӗрсем нумай. Турӑ пурне те ҫынсем ыр курччӑр тесе тунӑ. — Чӑнах та, хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр, — тенӗ Баун. 1606 ҫултан пуҫласа 1862 ҫула ҫитиччен Австралин шалти ҫӗрӗсемпе ҫыран ҫывӑхӗсенчи облаҫсенче аллӑ ҫынна яхӑн тӗпчев-шыравсем туса ҫӳреҫҫӗ. Юлашкинчен питӗ илемлӗ тумланчӗ те уҫӑлма тесе сада тухрӗ. Манран нимӗн те пытармалла мар, эпӗ тӑнсӑр пулса кайса ӳкес ҫук, касӑнса та вилес ҫук. Ҫынсем калаҫкалаҫҫӗ: ӗҫес, хулиганланас пирки вӗсен пит хытӑ, теҫҫӗ. Пит те аван ҫуркунне ҫӗр ҫинче. — Еплерех кӑна касаҫҫӗ ӑшшӑ! Ара, вӑл хамӑр ҫын-ҫке. Вӑл мӗн чухлӗ тӳлеме тивӗҫлине тӳлерӗ те хупахран тухса тӑвӑр урампа майӗпен утса кайрӗ. Эх, мӗскӗн! Обществӑлла пурнӑҫа, литературӑпа наукӑна сӑнасах тӑмалла, ку тӗлӗшпеле Ромашов хаҫатпа уйӑхсерен тухакан популярлӑ журнал та ҫырӑннӑччӗ. — Мӗн пулчӗ, Мунчо? — ыйтрӗ унран игумен. Казаксем тем кӗтнӗн чӗнмесӗр тӑнине курса, вӑл кунта кӑшкӑрнипе ӗҫ тухас ҫуккине, унпа сиен тума ҫеҫ пултарассине ӑнланса илчӗ. Эпӗ капитан кӗсъисене пӗрин хыҫҫӑн теприне ухтартӑм. Ытларахӑшӗн юн йӑрӑлтатса юхса пырать. — Эпӗ халех Лиза Сухарько патне каятӑп, унпа депона кайӑпӑр. — Каҫарӑр мана, — пӑшӑлтатса каларӗ вӑл. Ӑнлантӑн-и? Эсир кӑна ҫырса хумастӑр-и? Ан тив ӗнтӗ! Вара манӑн ячейкӑна салатса ямалла та хамӑн урӑх вырӑна каймалла пулать, тетӗп. — Питӗ кирлӗ ӗҫпе, — терӗ офицер, пӗр минута яхӑн чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Ҫак ҫутатнӑ вырӑнта кӑна урайӗнче темӗн сапаланса выртнине асӑрхарӗ Огнянов. Хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса, епле пулсан та, сахалтарах калаҫма тӑрӑшса, амӑшӗ ывӑлӗн аллине тытса чӑмӑртарӗ те, сывлӑшне пӳлсе, шӑппӑн каларӗ: — Сывӑ пул, Паша. Калӑпӑр, эпир иксӗмӗр тинӗсӗн вӗт чулне пысӑк миххе чӑп-тулли пуличчен тултаратпӑр та унта пурӗ те пӗртен-пӗр хаклӑ сапфир пӑрахатпӑр, михӗрен ҫак чула нумай хутчен кӑларсан, эсӗ хӑҫан та пулин ҫав хаклӑ япалана пурпӗрех тупатӑн, — ку та ӗнтӗ ҫакӑн пекех тӗрӗс. Ма юрӑхлӑ ан пултӑр вӑл. Питех те юрӑхлӑ! Карчӑк ҫилленсе кайрӗ, хӗре хыттӑн ахӑлтатса кулма пуҫларӗ. Паллах ӗнтӗ, пӗр уйӑх хушшинче ун чухлӗ кӑна утни ытлашши нумаях мар вӑл. Анчах та пӗрре те эпир шухӑшланӑ пек пулмарӗ-ҫке-ха. Апла калани вӗсене йӑпантараймасть те-ха, анчах вӑл чӑннипех ҫавӑн пек. Малтан Воропаева Культура ҫуртӗнче лекци вулама хушнӑччӗ, анчах апрелӗн 27-мӗшӗнче, Сан-Францискора конференци уҫӑлнӑ кун, Корытов хӑйӗн заворгӗ урлӑ ӑна Пӗрремӗш май праҫникне ирттерме колхозсене кайма хушрӗ. Ҫавӑн пек ҫиелтен пӑхни, усал ӗҫ тума ирӗке яни — саккуна хирӗҫле ӗҫ, ӑна судӑн халех пӑхса татмалла; мӗншӗн тесен, сысна айван чӗрчун пулин те ҫапах хутсене вӑрлама пултарнӑ-ха. Анчах патвар ача ҫак хура-шура хирӗҫ хытӑ тӑчӗ. Кухньӑран эпӗ ирхине тухса кайрӑм, — стена ҫинче сехет улттӑ та темиҫе минут кӑтартатчӗ. — В-выльӑх! — ҫухӑравлӑн кӑшкӑрнӑ Званцев. Фома, ҫаврӑнса пӑхнӑ та, Званцев мужике тӗртсе янине курах кайнӑ. Лешӗ, ҫӗлӗкне хывса, айӑплӑн айккинелле утнӑ. Юлашкинчен вӗсен пуҫне ҫакӑн пек шухӑш кӗчӗ: «Пирӗн ҫара ҫанҫурӑм ӳт тӗслӗ трико евӗрлӗ туйӑнать», — терӗҫ вӗсем. Хӑйӑр ҫинче вӗсем ункӑ чӗрсе ҫаврӑнчӗҫ те цирк турӗҫ, циркӗнче вӗсен виҫӗ клоун, мӗншӗн тесен вӗсенчен нихӑшӗ те ҫав тери ырӑ роле тепӗр ачана парасшӑн пулмарӗ. Тумланасса вӑл питӗ чаплӑ тумланнӑ. — Куна пӗрре илтсен те манас ҫук, анчах вӑл ялан ҫавна калать! Пӗр вунӑ минут иртрӗ пуль, Мойсей Мойсеич ҫаплах-ха ассӑн сывла-сывла мӑкӑртатрӗ: — Ҫӗрле ҫывӑрмасть вӑл, вӗҫсӗр шухӑшлать, шухӑшлать, шухӑшлать, мӗн ҫинчен шухӑшлать, ӑна ӗнтӗ турӑ кӑна пӗлет. — Пӗр пансионра вӗреннӗ эпир. Такам васкасах кунталла утать. Ҫак аслӑ пухӑвӑн йышӗнче тата епископ санне илнӗ пуп-таврашсем те тӑраҫҫӗ. Вӗсен пуҫӗ ҫинче тӗне малалла чаплантарасси тата халӑха чӑнлӑха вӗрентсе пурӑнакансене асӑрхасси тӑрать. Гленарвансем ҫапла тума та шутламарӗҫ. Хӑй ҫурчӗ патне пырса ҫитрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ Ромашов: ун пӳлӗмӗн пӗчӗк чӳречинче, ҫуллахи каҫӑн ӑшӑ-ӑшӑ тӗттӗмӗнче, аран ҫех палӑракан ҫутӑ чӗл-чӗл мӗлтлетет. Вӗсем шала кӗриччен пени усӑсӑр: кунта ҫеҫ, башньӑра, пирӗн вӑйсем танлашаҫҫӗ. Ҫак ҫыранта портсем нумай; анчах хӑшне ҫывӑхрах пулӑпӑр эпир — татса калама пултараймастӑп. Хулари самоуправлени проектне туса хатӗрлеме комисси уйӑрса лартасси ҫинчен хыпарсем ҫӳреҫҫӗ. Вӑл ҫӑварне уҫмасӑр таттисӗр тенӗ пекех темскер юрларӗ, хӗрлӗрех, ирӗлекен пичӗ ҫине тутӑрпа сулса тӑчӗ. — Чӑннипех калатӑп сана! — Эсир каллех Жорж Занда мухтама тытӑннӑ, теҫҫӗ. Кая юлнӑ хӗрарӑм вӑл, урӑх нимӗн те мар! А? Эпӗ сад, ҫурт туянӑп, казак пулма ҫырӑнӑп… — Патне ҫитсен, вӑл мӗнле вӑрманне курӑпӑр, — тенӗ Миките. — Опычӗ лайӑх ӗнтӗ, нимӗн каламалли те ҫук, — терӗ ӑмсанса Васютин, — анчах эпӗ унран хӑратӑп: вӑхӑчӗ урӑх. Ӗнтӗ сиссе илнӗ пулсан та тинех ӗлкӗрейместчӗҫ: ҫав гигантла идейӑна — ту таврашне тӳнтер ҫавӑрса хума пултаракан куҫа курӑнми Марко Королевича пӗтерсе лартмашкӑн вӗсен пысӑк тӗрмисем те ҫитмен, касмӑкласа илмешкӗн те вӑрӑм сӑнчӑрӗсем пулман. Хамӑр еткер тӗлӗнмелли пит нумай пулчӗ ҫав. Ҫак иртнӗ вӑрҫӑра вӗсем пире совет влаҫне хирӗҫ хӗтӗртсе ячӗҫ, казаксен погонӗсем ҫине йӑрӑмлӑ тӑрӑхсем ҫӗле-ҫӗле пачӗҫ, вӗсенчен хӑвӑрт пӗҫерсе кӑларнӑ офицерсем туса тултарчӗҫ, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах тылсене, штабсене, ҫинҫе ураллӑ хӗрпикесемпе иртӗнсе ҫӳреме шӑвӑнчӗҫ… — Кӗрӗп, кӗрӗп. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗ вӑл юлашкинчен, — эсир, капитан Гокинс, ҫыран хӗррине анассине хирӗҫ пымастӑр пулӗ, тесе шутлатӑн. Кунта вӑл хӑйне усӑ тунӑшӑн тав тӑвать ҫеҫ. «Вӑт ун чухне ҫакна тата ку ыйтупа ун чухне ҫуралакан нумай, нумай шухӑшсене ҫакӑнта кӗртме пулать», — терӗм эпӗ хама хам. — Халӗ кайрӑмӑр! Дамянчон кӑсӑкла калавне мӗн пулнине шансах пӗтермерӗҫ пулсан та, пурте чипер итлесе тӑчӗҫ, ҫав хушӑрах савӑнса кофӗ сыпрӗҫ. Аппарата — йывӑр шӑранакан, ҫемҫе хурҫӑран, шалтан хӑйкачасемпе, ҫӑмӑл фермӑсемпе шанчӑклӑн ҫирӗплетнӗ. Поезд, пӗлӗтпе пӗрлешен ҫеҫенхире ҫитме васканӑ пек, ҫаплах малалла ыткӑнать. Петра арӑмӗ хӑй урлӑ каҫса кайнӑн туйӑнчӗ. Эпӗ те унтах. Мунчи тутлӑ пултӑр. Вӑл кӗнекесен валли мар, вӑл ҫавӑн пек кӗнеке, унпала часах тем курма та пулать… — терӗ. — Вилнӗ пулсан, виллине пытарма хушнӑ пулӗччӗҫ. Пичӗ ун шурӑхса кайнӑ, куҫӗсем хупӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем чӗтӗре пуҫланӑ. — Э! Кирек мӗн пулсан та, эпир ҫула тухса утрӑмӑр, пуҫне ҫӗмӗрнӗ пират, хӑйне вырӑн ҫинче выртни чылай усӑллӑрах пулин те, тӑрса утрӗ. Умлӑн-хыҫлӑн пырса, ҫыран хӗррине лӑкӑштатса ҫитрӗмӗр, унта пире икӗ шлюпка кӗтсе илчӗҫ. Луизӑн ҫавӑн пек шутлама май пур. — Аха! — терӗ Рыбин, пукан ҫинче упа пек йӑшаланса илсе. Вӑл тинкерсе пӑхрӗ те ирӗксӗртен кӑна кулса ячӗ. Хӑш-пӗр чухне ӑна ҫав йывӑр шухӑша тӳссе ирттерме май ҫук пек туйӑннӑ. Ха-ха-ха! — Шалу парсан, эпӗ ҫӗнӗ атӑ туянатӑп! — тавӑрчӗ хохол, унтан, кулса ярса, вӑрӑм аллине сасартӑк унӑн хулпуҫҫи ҫине хучӗ те:— Тен, шӑпах эсир манӑн тӑван анне пулатӑр? — тесе ыйтрӗ. Ҫил вӑйланнӑҫем вӑйланса пынине асӑрхасан, эпир блинда илтӗмӗр те фок-зейле гитовсем ҫине илме хатӗрлентӗмӗр. Анчах ҫанталӑк япӑхланнӑҫем япӑхланса пычӗ. Тупӑсене ҫирӗп кӑкарса хунине пӑхса тӗрӗслесе тухсан, эпир бизане илсе хутӑмӑр. Ара! Мӗн кӗтсе тӑратӑр-ха эсӗр? Часрах килӗр! Ӑс-пуҫ вӑл — ӗҫ тумашкӑн, чун валли — тӗн! — Камоэнсӑн? — терӗ каллех Гленарван. Юн юхнине пула хӑраса: «Амантрӗҫ!» — терӗ. Кӑвакарса кайнӑ тута хӗррисем хушшипе шурӑ шӑлсем йӑлтӑртатса тӑнӑ. Ҫутҫанталӑк телейсӗр энтомологран тӑрӑхласа кулнӑ пекех тупӑнчӗ, ҫавӑнпа Бенедикт пиччен кӑмӑлӗ тӑкӑскӑ пулнинчен тӗлӗнмеллиех ҫук. Ӗҫсе тултарсан, ӑна та корольтен уйӑрма хӗн, уйрӑмах санӑн куҫу ҫывӑхран ҫеҫ курать пулсан. Вӑл хӑй вырӑнӗнче тӑчӗ те, самолет чӗтреннӗ май силленкелесе, Далмацие тунӑ пекех, кабинӑра ларса пыракансене художник мӑнкӑмӑллӑхӗпе фотографисем кӑтартса тухрӗ. — Мӗнле Татьяна Васильевнӑран? — Калаҫма тивӗҫ эсӗ. Эп сана чӑннипе калатӑп. Ҫурчӗ умӗнче пысӑк палисадник пулнӑ, унта тӗреклӗ ватӑ ҫӑкасем лапсӑрккан сарӑлса ларнӑ. Халь ӗнтӗ Ваҫили Андрейч Микитене нимӗн тума та хушман, Миките хушнине туса кӑна пынӑ. — Епле апла нимӗн те пӗлмест! Вӑл ман пата ҫырса пӗлтерчӗ. Pierre ӑна ман пата килме хушнӑ, анчах кӑҫал тупӑш пачах та пулман пирки вӑл хӑех килесшӗн пулман имӗш. «Кунсӑр пуҫне тата кӑҫалхи ҫул Мускава пӗтӗм йышпа куҫса пыни ним тума та кирлӗ мар. Люба питӗ пӗчӗккӗ-ха; сирӗн пата пурӑнма пыракан арҫын ачасемшӗн вара, вӗсем хампа пӗрле пурӑнас пулсан та, эпӗ ҫакнашкал лӑпкӑ пулас ҫук», — тесе ҫырать вӑл. Павел Рита тарӑн та тикӗс сывланине туять, акӑ унӑн тутисем те ҫывӑхрах. Астӑватӑп, Кунгур валли Феодоровский турӑ амӑшӗн копине ҫырса пӗтерсенччӗ пулас, Жихарев иконӑна сӗтел ҫине хучӗ те хыттӑн, хумханса каларӗ: — Пӗтрӗ аннеҫӗм! — Нивушлӗ эсир мана хӑравҫӑ вырӑнне хуратӑр? Лаша ҫине ларса икҫӗр аллӑ миль каясси мана шиклентерет терӗр-и мӗн? — тесе ыйтрӗ майор. Анчах эпӗ ун пеккине тупаяс та ҫук, турӑ каҫартӑр! Унран карап палуби ҫине тӗрлӗ тӗслӗ хут таткисем, чечексем пӑрахаҫҫӗ, хумханчӑк ҫамрӑк питсем усӑна-усӑна тӗсеҫҫӗ. — Эпӗ шухӑшланӑ кун синчен, Мак-Набс! — терӗ Гленарван. Фазан савӑл пек ҫӳлелле сирпӗнсе хӑпарчӗ, унтан вара, туратсене ҫакланкаласа, чӑтлӑх ӑшне чул пек ӳкрӗ. — Вӑл чирленӗ, — суйрӗ Андрей, Макар туя тем тусан та килес ҫуккине пӗлсе. — Ҫапла, ӑнланатӑп: пурин те пӗр евӗрлӗ сула пулать. Канат пар! Тӗлӗнмелле мар япаласемех тӗлӗнтеретчӗҫ мана. — Чӑнах та ара, Макара мӗн пулнӑ-ши? Вӑл, сӗтел хушшинчен ҫӗкленсе, карлӑк патне пырса тӑнӑ, йӗррӗн ӗҫлекен ҫынсемпе тулнӑ парӑшсем ҫинелле пӑхнӑ. Вӗрентсе пӑх-ха эсӗ, — эпӗ сана урӑх нимӗн тума та хушмастӑп, — пӗр ик-виҫ кун вӗрент. — Гек, пирӗн ҫак корольсем — чӑн-чӑн ултавҫӑсем! Урӑх никам та мар — чӑн-чӑн ултавҫӑсем кӑна! — Типӗ паека эпӗ кайран илсе пырса парӑп, — лӑпкӑн, ним пулман пек каларӗ вӑл. Вулаканӑм, пурнӑҫӑн пӗр-пӗр тапхӑрӗнче япаласем ҫине хӑвӑр сасартӑк урӑхла пӑхма пуҫланине, курнӑ япаласемех сирӗн паталла халиччен хӑвӑр пӗлмен енӗпе ҫаврӑнса тӑнине асӑрхаман-и эсир? — Ну, ҫухалнӑ ывӑлӑм, — терӗ те вӑл мана, ыталаса илчӗ. «Rosé ou hortie?» — терӗ вӑл мана. Дик Сэнд кубиксене Джека тавӑрса парасшӑн пулчӗ, анчах Динго ӑна хирӗҫ хӑрлатма пуҫларӗ. — Нӳхрепе-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ карчӑк. Ҫапах та ырӑ ҫынсем вӗсен пурнӑҫне кураҫҫӗ те пуҫӗсене сулкаласа илеҫҫӗ: «Шуйттанран ырри пулас ҫук, — текелеҫҫӗ вӗсем пурте. Ҫакна вӑл кайран тин, темиҫе ҫӗр вырӑс салтакӗ гранатӑсемпе, штыксемпе, ик енчен те атакӑна ыткӑнсан тин ӑнланса илнӗ. Вӑл калама чарӑнчӗ. Хӑй мӗншӗн таврӑннине вӑл ҫемйине кӗскен ӑнлантарса панӑ: — Тӗнче аслӑ, ҫапах та ниҫта кайса кӗме ҫук. Пур ҫӗрте те пӗр пек йӗрке, — тенӗ. Ҫемйи ӗнтӗ тахҫанах колхозра тӑнӑ, анчах Ерофей Кузьмич хӑй хушса хӑварнине итлеменшӗн ҫемйине ӳпкелемен. Володя тӑчӗ те ӑна пуҫ тайрӗ. Эпӗ ӑна ытти ултӑ пинӗпе пӗрле хурӑп, халь эсӗ вӗсене илсен, ахалех салатса пӗтерӗн. Ҫавӑнтанпа Сен-Жером ман ҫине алӑ сулса, ман пирки сахал шухӑшланӑ пек туйӑнчӗ пулин те, эпӗ ун ҫине лӑпкӑн пӑхма хӑнӑхаймарӑм. Тутисемпе нимӗскере пӗлтерменле пушшӑн кулса, Мересьев хӑйӗн ӑшӗнче: «Пӗтӗм ӗҫ ҫакӑн пек вӗҫленессе пӗлнӗ пулсан, упаленсе килмелле пулнӑ-ши-ха? Эпӗ ӑшра кулса илтӗм. Эсир тутар мар пулӗ те? Ӑҫта тенӗ пулӑттӑн эс, Бойчо? Унтан яла таврӑнчӗ, хӑй патне пупа чӗнтерчӗ, ӑна укҫа пачӗ, унтан кайрӗ, мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ — аванскер хӑй, — терӗ Ванька. Килнелле таврӑннӑ май, лагерь хӗррипелен васкамасӑр утрӗ Ромашов. Тепӗр чӗрӗк сехет иртсен Федя мана хунар ҫутипе сарайне ӑсатса ячӗ. Тухтӑр Михаила припарка лартма хушнӑ, анчах та операци тӑвас пулать, ӑна паянах больницӑна илсе каймалла, тенӗ. Иван Боримечка, йытӑ пек вӗре-вӗре хӑратса, хуса ҫитнӗ кашкӑрсене пурттипе ҫапа-ҫапа ӳкерет. Виҫҫӗмӗш кунӗнче эпӗ юриех килтен тухса кайрӑм. Пӗр япала ҫеҫ йӑпатать мана: атте теплерен ман ҫинчен ӑслӑ пит-куҫла терӗ, ҫакна эпӗ ним иккӗленӳсӗр ӗненетӗп. Николай Антоныч хӑй статьине ӗҫме-ҫимерен ҫырма пуҫланине кура, вуламашкӑн та кулӑшла — маншӑн пулсан, вӑл ҫапла туни хӑй айӑпне пытарасшӑн хӑтланни кӑна ӗнтӗ. Хӑна пӳлӗмне Шубин пырса кӗчӗ. Ун ҫинчен Бенито пӗлме кирлӗ пулман. Патак лекесрен хӑтӑлма май килсен, эпӗ ӳкӗнсе асапланатӑп, лектерсессӗн вара — ӑна хӗрхеннипе ватӑ чӗрем ҫурӑлса каяслах ыратать. Ҫапла, Лев сана радио та лартса парӗ, вӑл радио тӗлӗшпе профессор. Акӑ, хӑть леш Мартын платникех илер: пурӑнчӗ Мартын платник, нумаях пурӑнаймарӗ, вилсе кайрӗ; халӗ ӗнтӗ унӑн арӑмӗ упӑшкишӗн, пӗчӗк ачи-пӑчисемшӗн хуйхӑрса йӗрет… Портрет куҫӗсем ун ҫине тата хӑрушшӑн пӑхма пуҫларӗҫ, вӗсем урӑх ним ҫине те пӑхасшӑн мар, ун ҫине анчах пӑхасшӑн тейӗн. — Куртӑн-и? Хӗвел улӑхсем тӗлнелле хӑпарсан, эпӗ хӗпӗртенипе ирӗксӗрех йӑл кулатӑп. — Ну, мӗнле, Майданников юлташ? Хӑйӗн шалпар ҫаннинчен ырхан аллине кӑларса, старик ҫыхӑсене сӳтме тапратрӗ. — Николая калас пулать, вутӑ илсе килтӗр, — вутӑ сахал пирӗн. Палламан ҫынӗ, каравана хӑратса тӑракан хӑрушӑлӑхран сыхланӑ пек, хыҫалтан пынӑ. — Пӳрне тени алӑран ӑҫта хӑпса кайтӑр ӗнтӗ? Kod feci. — Arne Saknussem. Куҫарсан, ку ҫакна пӗлтерет: «Хӑюллӑ ҫулҫӳревҫӗ, июлӗн пӗрремӗшӗ умӗн Скартарис мӗлки ӳксе ачашлакан Снеффельс тӑвӗ ҫинчи Иокул вулкан кратерӗ витӗр аялалла ансассӑн, эсӗ ҫӗр варрине ҫитсе тухӑн. Ҫавӑнта эпӗ ҫитсе курнӑ. — Арне Сакнуссем». — Мӗн вара? Ҫапла, эпӗ патша свитинчисенчен пӗри, патшан тӗп поварӗ эпӗ. Шуйттан патне пӗтӗмпех, ҫитет! Ку вӑл хама ытла та пӗчӗке хуни пулӗччӗ, шухӑшларӑм эпӗ. Дамӑсем майӗпен-майӗпен килме пуҫларӗҫ. Аркадий ӑна текех чӑрмантарма хӑяймастӑп тесе пӗлтерчӗ те, Моцарт ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, унтан — ку сонатӑна вӑл хӑй суйласа илнӗ-и е кам та пулсан суйласа панӑ-и, тесе ыйтрӗ. Хӑй пӗтӗмпех йӗрлесе пӗлес ӗҫе пикеннипе сунарҫӑ хӑй йӗри-тавра ниме те курман пек туйӑннӑ. Леш юлханлӑ бандит ман ҫуртра ларнӑ тата манӑн ӗҫке лӗрккенӗ! Хӑваласа ямастӑн пулсан… — шӳтлесерех каласа хучӗ Огнянов. Ӑнлантӑн, э? Том Сойер сыснасене «ылтӑн катӑкӗсем», ҫарӑкпа симӗс пахча-ҫимӗҫе «хаклӑ йышши япаласем» тет. Ҫӗр хӑвӑлне таврӑнсан, эпир хамӑр мӗн тунипе, миҫе ҫын вӗлернипе, миҫе ҫынна амантнипе мухтанатпӑр. Мӗн тӑвас? Эсӗ — мӗн? — тесе ыйтать ҫак. — Ку вара эпӗ ҫухатакан пӗрремӗш карап пулать, — терӗ капитан Смоллетт. Ҫапӑҫмалла-ҫке-ха вӗсен. — Бек, эс хӗрарӑма ҫапмастӑн, — лӑпкӑн каларӗ Ромашов, — Бек, сана ӗмӗр тӑршшӗпех намӑс пулать, Эс ҫапмастӑн. Уҫланкӑрах юлни вӑл пӗтессине пӗлтернӗ. Юлашкинчен инҫетре часовойсен сассисем илтӗнсе кайрӗҫ, унтан тӗрлӗрен сасӑсем тата шӑн тӑпра ҫийӗпе кӑптӑртаттарса утнисем илтӗнчӗҫ. Хӑй те ӑнлантарса парас ҫук пулӗ — вӑл мексиканецла ҫеҫ калаҫать. Икӗ талӑк хушши, кунӗн-ҫӗрӗн итлерӗ Петр арӑмӗ йынӑшнине. Учительница куҫӗсене хӗвелтен аллаппипе хӳтӗлесе, шкул алӑкӗн картлашкисем ҫинче тӑрать. Эпӗ тенкел ҫинче калла-малла пит хӑвӑрт чупса ҫӳресе клавишӗсене чукмарсемпе ҫапа-ҫапа илеттӗм. Хырсен вуллисем хушшине сывлӑшра витӗр курӑнакан пит пысӑк ҫын кӗлеткисем тухса тӑраҫҫӗ те, симӗс ҫӑра туратсем хушшинелле кайса ҫухалаҫҫӗ, симӗс туратсем витӗр кӗмӗл тӗслӗ кӑвак пӗлӗт курӑнать. Арестант… Пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитерсен, хӑйӗн чаплӑ хӑнине тӗлпулӑва йыхравлаттарнӑ Соломон. Унтан йӑмӑка чӗнсе илчӗ, лампа ҫутма хушрӗ… Европӑра хам пӗлекен чӗлхесенчен гуигнгнмсен чӗлхи, ман шутпа, пуринчен ытларах тури голланди е нимӗҫ чӗлхисене мая килсе пырать, анчах вӑл вӗсенчен илемлӗрех те янӑравлӑрах илтӗнет. — Дмитрий Андреич. Шап ҫав шурлӑхра ларать вӑл, пуҫӗ тӗлкӗшсе каясшӗ! Зеб тарас тенӗ, анчах хытса кайса, аяккалла каякан халиччен курман, хӑрушӑ кӗлетке хыҫҫӑн пӑхса тӑнӑ. Анчах та эпир санпа иксӗмӗр куратпӑр — паҫӑр чӑн-чӑн маттур арҫыннах арестлерӗҫ, халӗ акӑ — ку, чылай ватӑ хӗрарӑм, хӑй тата улпут юнӗнчен пулнӑскер мар пек туйӑнать. Анчах ҫынсем ӗнер мӗн тума пултарайманнине паян тума пултараҫҫӗ. Вӑл халь кӑна иртсе кайнӑ ялтан тухакан ҫул сулхӑнлӑ вӑрӑм варпа пырса тӳремлӗх урлӑ каҫать. Сӑнпуҫсем шурса каяҫҫӗ. — Ҫапла, ҫапла! Пӗлместӗп! Ку вут пысӑк хӗрӳ памасӑр шалтан ӳте кӑмрӑклантарчӗ. Тулта сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Фелим! Вӗсем алӑкра курӑнса кайсан, Игнат, пуҫне ҫӗклесе вӗсем ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ те, пӳрнисене кӑтра ҫӳҫӗ ӑшне чиксе, чӗркуҫҫи ҫинче выртакан хаҫачӗ ҫинелле пуҫне пӗшкӗртрӗ. Бинтсемпе хупланӑ пирки унӑн пичӗ курӑнмарӗ, анчах та вӑл Комиссарпа килӗшсе пуҫӗпе сула-сула илни курӑнчӗ. Прокурор сӑмахӗ темле кӗтмен ҫӗртен татӑлчӗ — вӑл темиҫе хутчен хӑвӑрт-хӑвӑрт пӑркаланса илчӗ, судьясене пуҫ тайрӗ те, аллисене сӑтӑркаласа, хӑй вырӑнне ларчӗ. — Пулӑшма та ниепле май ҫук… Нимӗн те тӑваймастӑн. Пӗтӗмпе ҫавӑн пек пулса тӑчӗ.. Тухтӑр сӑмахӗсене вӑл лайӑхах илтни ҫакӑнтанах паллӑ пулчӗ, анчах унӑн сӑнӗ тӑрӑх пӑхсан, ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине вӑл пачах ӑнланман пек туйӑнчӗ. Шыраса туп-ха вӑл ӑҫтине. — Ия. — Чурка та пычӗ-и? Зли-долӑ патӗнче сыхӑра тӑракан ушкӑнсем чи йышли; вӗсен йышне Волав ертсе пынӑ пӑлхавҫӑсем те кӗреҫҫӗ, — халь ак вӗсем тӑшман хӑйсем патне тапӑнса кӗрессе хӗҫ-пӑшалпа хирӗҫ тӑма чи малтанхи хут кӗтсе тӑраҫҫӗ. Голова та ҫавнашкал-мӗн; хӑрах куҫӗпе халь вӑл чӳрече еннелле тинкерсе пӑхать, анчах алли, алли ӗнтӗ алӑк хӑлӑпӗнчен ярса та илнӗ (унпа сулса илсе теҫетнике асӑрхаттарма ӗлкӗрнӗ вӑл), вара сасартӑк урамра кӑшкӑрашни илтӗнчӗ… Кулать ӗнтӗ вӑл Билрен. Манпа танлашма ҫамрӑк-ха вӑл, ӑс-пуҫ катӑкрах-ха унӑн, пӗтӗм шухӑшӗ чӗлхе ҫинче, а мана вара, ват ҫерҫие, пушӑ арпапа улталаймӑн, ҫук, улталаймӑн! Юлашки вӑя пухса, ручкӑна хам ҫинелле туртас. Э, миххӳ ытла пӗчӗкҫӗ сан! мӗнле, майра патша тӑхӑнса ҫӳрекен пушмака тупрӑн-и? — Манӑн сана асӑрхаттармалла пулнӑ. Э? Пур парӑссене те — гротран пуҫласа Кливера ҫити — лартӑпӑр та ҫӗмрен пек вӗҫтерӗпӗр! Акӑ, командир аллине антарчӗ. Приказчик, чӗтрене ерсе, генерал умне кукленсе анчӗ. Каяр, Мартини. — Ҫук, Джим, йӗкехӳресӗр юрамасть, вӗсем пурин те пулаҫҫӗ! Вӑл темле ытла хӑюллӑн та ырӑ кӑмӑллӑн килсе кӗчӗ; ӑна лайӑх пӗлекен Берсенев хӑйӗн тусне тем япала тарӑхтарнине ҫийӗнчех ӑиланса илчӗ. Пачах урӑхла, ман тӑван ҫӗршыври чи пысӑк ҫынсем те хӑйсен ӑсӗ аталаннипе ыттисенчен каярах. Эпӗ сехете те патӑм. Император ӑна пит тӗлӗнсе чылайччен пӑхса тӑчӗ те икӗ чи вӑйлӑ гвардеецне шӑчӑ ҫине тирсе йӑтса кайма хушрӗ. Гвардеецсем сехете тӗреклӗ шӑчӑ ҫине тирсе хулпуҫҫи ҫине хучӗҫ те, Англире эль пичкисене хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтнӑ пек, йӑтса кайрӗҫ. Тӗтӗм сирӗлсен, салтаксем Пӑван ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑ кулса, хӑйӗн чӑлах аллипе пичӗ ҫинчен юнне шӑлса тӑнине курчӗҫ. Комета планетӑсенчен нумай улшӑнса тӑрать, Хӗвел патнелле шунӑ чух унӑн питӗ пысӑк хӳри тӑсӑлса пырать. Вӑл уҫӑмлах пулмарӗ-ха, ҫапах та усӑ кӳрес пек туйӑнчӗ, анчах та ку шухӑш пит вӑраххӑн аталанса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗрарӑм, унӑн ӳсӗмне васкатас шутпа, хӑйӗнчен хӑй ҫине тӑрсах ыйтрӗ: — Мӗнле тӑвас? Чи малтанхи вӑл: «Св. Мария» экспедицийӗнчен мӗн юлнине шырас ӗҫ ӑнӑҫлӑ пынӑ пулсан, эп ӑна айӑплани тӳрре тухнӑ пулӗччӗ, ҫавӑнтан хӑранӑ вӑл. Йывӑҫсем чечекре, вӗсен шурӑ-кӗрен, сарӑ, кӗмӗл-кӑвак туратлӑ тӑррисем, ҫывӑракан чечексем ҫинче тумламсем палӑракан ылттӑн тӗслӗ курӑк ҫине хӑйсен хуп-хура тата кӑн-кӑвак мӗлкисене ӳкерсе, юррӑн куҫпа илтме май пур кӗввисем пекех, черетленсе тӑраҫҫӗ. Аллӑмӑрсене ҫурӑм хыҫнелле тытрӑмӑр, пӗр сӑмах вакламасӑр, эпир юнашарӑн нумайччен каллӑ-маллӗ утса ҫӳрерӗмӗр: унӑн пит-куҫӗ ҫинче пӑшӑрханнӑ паллӑ ҫук та, ҫавӑнпа эпӗ йӑлтах кӳренсе ҫитрӗм: хам ун вырӑнӗнче пулас пулсан ӗнтӗ — кулянсах вилмелле. — Мӗнле намӑс мар сана, — тетӗп эпӗ, — ҫын ыйтать пулсан каламалла ӗнтӗ ӑна! Вӑл сурӑх пек упаленсе пырать, эпӗ куратӑп: вӑл пилӗк таран ҫарамас, унӑн пысӑк кӑкрисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, тата унӑн виҫӗ пит пек туйӑнать. Эсӗ колхоза мӗнле ертсе пынине цехри юлташусем пӗлсен, вӗсем сана шӑмму-шакку ваниччен ислетӗччӗҫ!» Сӑмси ҫӗкленнӗ, мӑйӑхӗ тӑртанса чалӑшнӑ. — Ҫавӑн пек пулнӑ-и?.. Эсӗ, паллах, миллион — пин пин иккенне, миллиард тени пин миллион пулнине пӗлетӗн ӗнтӗ. Култарӑп эп сана! Ку ҫӗршыври ҫынсем пурте ҫак курнӑ ҫынсем пысӑкӑш анчах пулсан, вӗсем мана хирӗҫ тем пек пысӑк ҫар кӑларса тӑратсан та, эпӗ кирек хӑш ҫара та ҫӗнтерӗп тесе ӗмӗтленме ман шанчӑк пурччӗ. Валя хӑйӗн тискер кайӑкӗсем ҫинчен темӗнччен кала-кала тӗлӗнтерчӗ, пӗчӗк хир кайӑкӗсемпе траншейре епле кӗрешни ҫинчен те каларӗ вӑл. — Паян вӑл ҫӗнӗ батарейӑран кӗрслеттерет, — тет старик, аллине пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр сурчӑкпа йӗпеткелесе. Козаксем Чигиринран, Переяславран, Батуринран, Глуховран, Днепрӑн анатри пайӗнчен, унӑн тури ӗнесенчи утравӗсенчен — пур ҫӗртӗн те ҫӗкленнӗ. Михайлов та лӑпчӑнса ларса пуҫне ярса тытрӗ, хускалнӑ пирки унӑн пуҫӗ чӑтма ҫук ыратса кайрӗ. Эпӗ юрлакан кайӑксене тытса пурӑнма шутларӑм; ҫавӑнпа лайӑх тӑранса пурӑнас пек туйӑнчӗ мана: эпӗ тытӑп, кукамай сутӗ терӗм. — Эпир хамӑра юлташсем пек, пӗр ӗмӗтпе — хамӑрӑн правӑсемшӗн кӗрешес ӗмӗтпе ҫирӗппӗн ҫыхӑнса тӑракан туссен ҫемйи пек туйма тытӑниччен — хамӑр пурнӑҫа лайӑхлатаймӑпӑр. «Унта мӗн чухлӗ вут та ҫирӗплӗх! Ӑнсӑртран Натальйӑна хӑйне персе ан яр. — Кала-ха эсӗ Корытова, — йӑлӑннӑ чухнехи пек сасӑпа каларӗ амӑшӗ, юрама тӑрӑшса. Вӑл ҫавӑнтах вырӑнӗ ҫине выртрӗ, хӑвӑртрах ҫывӑрса кайма тӑрӑшрӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех, суккӑр ача кашни сасӑрах тата темӗнле урӑхларах пӗлтерӗш тупнӑн туйӑнса каять: унӑн алли айӗнчен ҫӳлти регистрти хаваслӑ та уҫӑмлӑ нота янӑраса вӗлтӗртетет те, ҫав ҫӑмӑл та ҫунатлӑ сасса таҫта ҫӳлелле ӑсатнӑ евӗр, ача хӑйӗн ҫиҫсе тӑракан питне те ҫӳлелле кӑнтарать. Мӗн тесе ҫырас-ха манӑн, Алексей Вениаминович? — ҫакӑн пек лӑпкӑ та ҫепӗҫ ыйту Воропаева чӗреренех пырса тиврӗ. Вӑл пурӑнса ирттернӗ кун-ҫулсем мӗн пӗчӗкренех ырӑ тӑвакан обществӑсен аллинче пурӑнакан туземецсен ытти ачасенни пекех. — Мӗнле хурлӑх-и? Эх, лайӑх пикем, эсӗ манпа, карчӑкпа, ан чееленсе тӑр. Ҫакӑн пек калаҫу сехете яхӑн пычӗ; Аркадий хӑйӗн пӳлӗмне кайса килме ӗлкӗрчӗ, вӑл мунча умӗ — ҫенӗх пулнӑ, анчах питӗ тирпейлӗ те таса пулнӑ. Унтан вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те лӑпкӑ сасӑпа: — Каҫарӑр. Эпӗ сире хӑратрӑм пулас, — терӗ. Вӑл Сивӗ Амӑшне килсе шыва шӑнтса лартма ыйтать. Вӗсем вара монастырьти чиркӗвӗн ҫӳллӗ те тӗксӗм маччи айне пырса тӑчӗҫ. Эпӗ асли. Анчах аякках каймасть, пусма ҫине ҫеҫ канма ларать. Ҫав ҫынсен сӑн-пичӗсене, вӗсем мӗнлерех утнине, мӗнлерех хускалнине сӑнаса пӑхӑр: пӗрмай тулта ҫӳресе хуралса ларнӑ тӑваткалрах сӑн-питӗн кашни пӗркеленчӗкӗнче, кашни мышцӑра, ҫав сарлака та тӗреклӗ ҫав ҫурӑмра, пысӑк сӑран атӑ тӑхӑнса янӑ урасен тачкӑшӗнче, кашни лӑпкӑ та васкавсӑр хускалӑвра курӑнса тӑраҫҫӗ ҫав вырӑс ҫыннин вӑйне палӑртса тӑракан уҫӑ кӑмӑлпа ҫине тарас йӑлан чи паллӑ енӗсем. Пурӑнма май ҫук! Анчах та акӑ ҫумӑр ӑшӗнчен каллех чупса пыракан Гаврила курӑнчӗ, вӑл кайӑк пек вӗҫсе пычӗ, Челкаш патне ҫитрӗ те ун умне чӗркуҫленсе ларса, ӑна ҫӗр ҫинче ҫавӑркалама пуҫларӗ. Ӑна вӑл ытлашши, тесе шутларӗ. Ун ӳт-пӗвӗнчен хӑйсем патнелле вӗрекен аромата пула сӑмси шӑтӑкӗсем вӗсен сарӑла-сарӑла кайнӑ, йӑлтлата-йӑлтлата сикнӗ, чӗтрекен пӳрнисемпе вӗсем унӑн кӑшт хумханакан ҫӑмӑл тумӗн вӗҫне те пулин систермесӗр сӗртӗнсе пӑхасшӑн тӗмсӗлнӗ. — Ӗҫетӗп ҫав, — тавӑрчӗ Оленин, вара ӑна темшӗн намӑс та мар пулса кайрӗ. Амӑшӗн аллинчи ача ун патнелле туртӑнчӗ те хыттӑн макӑрса ячӗ пек. Анчах эпӗ чиркӗве пит сивӗ чухне ҫеҫ, е хула тӑрӑх ҫил-тӑман ашкӑнса ҫӳренӗ чухне ҫеҫ ҫӳреттӗм, ун чух пӗлӗт шӑнса ларнӑ пек, ҫилӗ ӑна тусан пек вӗҫтерсе юр пӗлӗчӗсем туса хунӑ пек, ҫӗрӗ те кӗртсем айӗнче шӑнса ларса, нихҫан та ӗнтӗ чӗрӗлсе каяс ҫук пек туйӑнать. Огнянов хӗпӗртесе пӑхрӗ ӑна йӗпеннӗ куҫӗнчен, Рада ҫак самантра калама ҫук телейлӗн курӑнса кайрӗ. Авари! Пӗрре каҫхине, пурте вигвамри ҫунакан кӑвайт умне пухӑнсан, Шурӑ Кашкӑр:— Синопӑна ухӑпа пеме вӗрентсе пулать, — тенӗ. — Ухмахланма пӑрахрӗҫ ӗнте, халех ташлама тытӑнатпӑр, — терӗ Катюша кӑмӑла пусармалла. Ҫӗр тип ҫырмасен ҫав тери пысӑк тӑмлӑ-хӑйӑрлӑ куҫӗсемпе кӑна тӗнче ҫине пӑхса выртать; ҫил вӗҫтере-вӗҫтере кайнине пула, ҫав вырӑнсенче юр тытӑнса тӑрайман; анчах ун вырӑнне тип ҫырмасемпе варсене хытса ларнӑ кӗртсем хӳсе кайнӑ. Халь тин Алексей унӑн ҫаврака, пур хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсен пекех йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем айӗнчен курӑнакан шурӑ питне лайӑхраххӑн курчӗ. Анчах уҫӑ вите алӑк хушӑкӗпе шуса кӗнӗ уйӑх ҫути вӑл йӑнӑшнине пӗлтерчӗ. Хӗр уйӗнче пултӑмӑр, темиҫе хӳме урлӑ сиксе каҫрӑмӑр (малтанах эпӗ сикме хӑраттӑм, анчах атте хӑравҫӑсене юратмасть те — эпӗ шикленме пӑрахрӑм), Мускав шывӗ урлӑ икӗ хут каҫрӑмӑр; эпӗ ӗнтӗ киле таврӑнатпӑр пуль тесеттӗм, атте ман лашам ывӑннине те астутарчӗ, анчах Крым каҫҫи патӗнче сасартӑк аяккалла пӑрӑнчӗ те ҫыран тӑрӑх сиктерсе кайрӗ. Ҫӗрле Клавдия Михайловна унӑн ӳчӗ ӑшне морфий янӑ. Катя кайнӑ пулӗ тен? Вӑл ҫӑварӗнчи курӑка кӑларса ӳкерсе, пуҫне силлесе, тискеррӗн хартлатма пуҫланӑ. — Халӗ эсӗ вуниккӗре; тата виҫӗ ҫул иртсен, эсӗ те типӗ тытма пуҫлатӑн. «Эй, ачасем! ӑна вӑрман енне ҫеҫ илӗртсе пырса парӑр мана, ӑна ҫеҫ илӗртсе пырса парӑр!» кӑшкӑрчӗ Тарас. Анчах та пуринчен ытла… (унӑн ачаш кӑмӑлӗнчен ытла, унпа кӑмӑллӑ калаҫнинчен ытла, унӑн интереслӗ шупка сӑнӗнчен ытла, алтине чӗркесе ҫыхнинчен ытла) ҫамрӑк гусар юрату ҫинчен сӑмах пуҫламанни ӑна темӗнле нумай шухӑшлаттарнӑ, унӑн пӗлес килнӗлехне йӗкӗлтесе тӑнӑ. — Саккунлӑ майпах качча ил ӗнтӗ эсӗ ӑна, — кӑмӑлне ҫавӑрчӗ пӗррехинче амӑшӗ. — Атлантика океанӗ урлӑ пароходпа каҫса килме мӗнчул вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑнччен. Тетка! Тунсӑхлӑн тилмӗрсе те куҫҫулӗ тӑкса, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх шыраса ҫӳрет Изида, халь ҫеҫ Гора ҫуратнӑскер, хӑй упӑшкин ӳтне, вӑрахчен тупаймасть. — Вӑл ҫав вырӑна каймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн кунта ӗҫе пӑрахас килмен. Камсем-ши? Ҫынсем ҫине хӗрлӗ куҫпа пӑхма-и? Тӗттӗмре тахӑшӗ ӑнсӑртран лампа трупине ватса пӑрахрӗ, намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ, ӑна вӑра темле хӗрарӑм хӑтӑрса тӑкрӗ: — Нуккӑ, ҫӑварна хуп! — Курмастӑн-им? Тата пӗр самант ҫеҫ кирлӗччӗ — вара пурте хӑтӑлатчӗҫ. Пӗрремӗш ротӑран ыйтнӑ чух Ромашов хӑйсен ротин фельдфебелӗ, Рында, хӑратса хунине илтсеччӗ:— Кам та пулин пӗлтер кӑна мана акӑ кӳренӳ пирки! Кандов аллине чӑмӑртанӑ май Огнянов пӳрнисем юнпа хӗрелчӗҫ. Ҫав юн лешӗн ҫанни айӗнчен юхса анать иккен. Чӑнах ҫуранах килтӗр-и? Анчах ватӑ Том ҫул ҫинче асапланнипе йӑлтах халтан кайрӗ. Епле пӗлетӗп-ха эп ӑна? — Тӑхта, мӗн калатӑн эсӗ? — Пӑхӑр ун ҫине… час килӗ! — тесе хушрӗ пӗҫерекен. Пӗрне ҫеҫ чӑтма пултарайман Соломон — ачасемпе чӳкленине, куншӑн вӑл айӑплисене вилӗм аллине панӑ. Чӗмсӗррӗн, иккӗленӳллӗн пӑха пуҫланӑ вӑл ҫынсем ҫине, вара унӑн ҫамки урлӑ малтанхи ҫинҫе йӗр ҫырӑнса картӑннӑ… Темиҫе минутранах вӗсем каллех Майданников кил картине пырса ҫитрӗҫ. Ҫапах та арҫынсем те хӑйсен ӗҫӗсене тунӑ. Унӑн шучӗпе, никамӑн та ҫакӑн пек тӗлӗнмелле сасӑ пулман, «эпӗ хисепе тивӗҫ пултӑм», «эпӗ ҫав-тери хавас» тенӗ сӑмахсене никам та ун пек калама пултарайман. Вӑл шӑпах ту ҫинелле хӑпаракан сукмак тӗлӗнче чарӑннине тӗшмӗртсе илчӗ те Огнянов йӑлт шурса кайрӗ. Ҫурӗҫ ӑна, 1797 ҫултах ҫӗлетнӗ мундирне тӑхӑнтартрӗҫ. Сослови интересӗсене пӑрахнӑшӑн уголовнӑй преступлени тунӑшӑн айӑпланӑ пек айӑпласа наказани памалла, тӗрӗссипе вӑл — государствӑна сутни пулать… Пӗр виҫӗ минут хушши никам та сӑмах чӗнеймерӗ; Зеб Кольхауна куҫран ямасӑр пыма тӑрӑпшан, — вӑл кирлӗ пулман. Санбата килнӗ чух Андрее хупӑ машинӑпа илсе килнӗччӗ, ҫавӑнпа вӑл фронт ҫывӑхӗнчи вырӑнсене курманччӗ, халь вара, кунта мӗн-мӗн тунине курсан, тӗлӗнсех кайрӗ. Мӑй, ал тунисем, ура хырӑмӗсемпе пакӑлчакӗсем ҫине пӑхӑр е бронзӑран тунӑ ҫаврашкасем, йӑлтӑркка тӳмесемпе илемлетнӗ шӑмӑ сулӑсем, «саме-саме» е «талака» текен, африканецсем хушшинче пит сарӑлнӑ хӗрлӗ шӑрҫаран тунӑ мӑясем ҫакма ҫутҫанталӑкӗ хӑй хушнӑ вара. — Куратна, унта авӑ мӗн? Унтан чаплӑ ҫынсен ҫурчӗсем. Ҫынна миххе лартма… Эп сана хам пек, кочегар сӑмахӗпе калам: турӑ — вут евӗрлӗ вӑл. Юрать, вӑл лӑп вӑхӑтра ӗлкӗрсе ҫитсе хӗрлӗ ӳтлисене хӑратса ячӗ. Унӑн амӑшӗ, Колязинсен таврашӗнчен тухнӑскер, «матушка-командиршӑсен» шутӗнче тӑнӑ, хӗр чухне ӑна Agathe тенӗ, генерал арӑмӗ пулсан — Агафоклея Кузьминишна, тесе чӗннӗ; вӑл кӑпӑшка чепецсем тата чӑштӑртатса тӑракан пурҫӑн кӗпесем тӑхӑнса ҫӳренӗ, чиркӳре хӗрес чуптума пуринчен малтан пынӑ, калаҫасса нумай та хыттӑн калаҫнӑ, ирсерен ачисене хӑй аллине чуптутарнӑ, ҫывӑрма выртнӑ чухне вӗсене пилленӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, хӑй кӑмӑлне килентерсе пурӑннӑ. Вӑл кӑвак сӑхман тӑхӑнса хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхнӑ. Нихҫан та ҫынсенчен ютшӑнман вӑл, ачасемпе паллашма та именсе тӑман, хапӑл тусах вӗсемпе пӗрле вӑййа хутшӑннӑ. Тарҫӑ тем мӑкӑртатрӗ. — Э?.. Вӑхӑчӗ ытла хӑрушӑ ҫав. Кӗрӳшӗпе шӑллӗн ывӑлӗ хирӗҫнине курма уншӑн кӑмӑллӑ, вӑл Татьяна ҫилленсе ҫухӑрнӑ чух кулать, амӑшӗ хӑюсӑррӑн:— Тата тепӗр курка ярса пар-ха мана, Танечка, — тесе ыйтнӑ чух та кулать вӑл. Ҫын вӗлерекен Хунс рольне вылякан Ганчо Попов пулас пӑлхав валли хатӗрлесе пытарса усранӑ вӑрӑм кинжалне пиҫиххинчен ҫакса ячӗ. Мана ҫав тери лайӑх мар, намӑс пулса кайрӗ, вилсе выртӑттӑм пӗрех хут. «Мӗнле телей, — шухӑшларӑм эпӗ, — юрать-ха унӑн ывӑлӗ пулман эпӗ». Ҫапла вара, Уэлдон миссис пурне те пӗлет. — Шав вулатӑн пуль ҫав? — ыйтнӑ Фома. Юланутсем ӑна юханшыв тӑрӑх тӑвалла та, анаталла та, сеттльментӑн чи инҫетри плантацийӗсем патне ҫитиех сарса янӑ. Электричество хӑватне аппарат вӗҫнӗ чухне сывлӑшран илет, мӗншӗн тесен Марс йӗри-тавра — магнит уйӗ, ӑна вара полюссенчи станцисем ярса-парса тӑраҫҫӗ. — Мӗнле вӑрлӑхпа? — хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ Ҫемен. Ҫапла этем нумай ӗмӗрсен пусми тӑрӑх сасартӑк ҫӳлелле хӑпарнӑ; вӑл мостодонтран маларах тухса, кӑнтӑрла енчи слонпа пӗр вӑхӑтра пулса тӑнӑ. Квакин хулиган ушкӑнӗнчен вӑл. Никита унӑн сӑнӗнче темӗнле кӑмӑллӑ, хӑй патне илӗртекен ырӑ япала пуррине курчӗ. Ҫапӑҫу хирӗнче вилсе выртнӑ паттӑрсем пек выртаҫҫӗ йывӑҫсем. Эсир — ҫутӑ тӗнче патши, унӑн мӑнаҫлӑхӗне илемӗ. Пичче ҫавӑнтах пӗр аллипе хӑйӗн мӑйӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан Румкорф аппаратне тытрӗ, тепӗр аллипе хунар ӑшӗнчи электропровода сыпӑнтарчӗ те тӗттӗм галерея ӑшӗ ҫуталса кайрӗ. Анчах тимлӗрех асӑрхаса ҫыр йӑнӑшсем ан пулччӑр, — терӗ. Ҫак пӗтӗм пурлӑхне ҫухатнӑ, хуйхӑрса нимӗн туйми пулнӑ хӗрарӑмсене антарса хӑварма «хӑватӑм ҫитмест» терӗ пӗр санитарӗ. Шоколадлисене те хурас-и? Самарта баржа ҫине кӗрӗшрӗмӗр, ҫичӗ кунран вара, лайӑххӑн тенӗ пекех Каспи тинӗсӗ хӗррине ҫитрӗмӗр те, калмыксен Кабанкулбай тенӗ пылчӑклӑ промыслинчи пулӑҫӑсен пӗр пӗчӗк эртельне кӗрсе вырнаҫрӑмӑр. Эпӗ вырӑнтан тухас тетӗп, Яков Тарасович. Вара вӑл, кӗлине ярса тытса, пӗтӗм вӑйӗпе урине хӑй патнелле туртрӗ. Поезд бригади хӑйӗн вырӑнне кайса вырӑнаҫрӗ. Ҫавна пула кашни кунах тӑватӑ вӗҫ ытлашшине хутлама тиветчӗ: ирхи вӗренӗве, унтан ҫӗнӗрен пухӑва — кӑнтӑрлахи апата, ун хыҫҫӑн каҫхи вӗренӗве те кайран каллех хулана. — Сире мӗн кирлӗ? — ыйтрӗ сӑмса, ун еннелле ҫаврӑнса. Пӗлместӗн-и? «Е?» терӗ вӑл сасартӑк чарӑнса тӑрса, кӑтрисене силлесе илсе… Рудольф Митман обер-лейтенант, вӑрӑм аркӑллӑ хура плащ тӑхӑнса янӑскер, монах пек курӑнать. — Ан ҫиллен эсӗ… хӑвах-ҫке… Ҫамка ҫинче, куҫхаршисем хушшинче, пӗр хутлам тӑсӑлса выртрӗ. Ватӑ тӑшман чылаях ӗнентермелле каланӑ пек туйӑнчӗ мана. Ну, маттурсем! Тияккӑнӑн тӳрӗ чӗри ҫак ырӑ та, хӑюллӑ хӑнана тӗрӗс тӗшмӗртрӗ. Урядник йӑл кулса илчӗ. — Итле-ха, кала мана, — терӗ вӑл малалла, — эпӗ хӑҫан та пулин чиркӗве каяс пулсан, пит кӑмӑллӑ пулӑттӑнччӗ-и эсӗ? Анчах тӗрӗсне, чӑн тӗрӗсне кала. Анчах ҫав вӑхӑтра каллех тискеррӗн, вӑрӑммӑн улани илтӗнсе кайрӗ. Йытӑпа ачан ҫыпӑҫуллӑ та вӑр-вар ӳчӗсем аяла, ҫул ҫине хӑвӑрт та ҫемҫен сиксе анчӗҫ. Фелпс миссис ун патне чупса пычӗ те:— Килнӗ-и вӑл? — тесе ыйтать. Анчах ҫапах та апат-ҫимӗҫ енчен ӗҫ мӗнле тӑнине те пӗлме кирлӗ пулчӗ. — Апат-ҫимӗҫсем мӗнле? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Кайса пӑхӑпӑр, — терӗ пичче мана хирӗҫ. Пӑртак каннӑ хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗсем татах йӗнер ҫине утланчӗҫ те, шпорсемпе ыраттарса тата саламатсемпе ҫаптарса мӗскӗн выльӑхсене малалла уттарчӗҫ. Халь лашасем утса пыраҫҫӗ, вӗсенчен ытлашшине кӗтме те ҫук. Ха-ха! — Кала — ҫылӑхлӑ тесе! Кукка хӑй пит ватӑлса кайнӑччӗ, пӗтӗмпех вараланчӑк ҫӳрекен пулса, ҫемҫелсе кайнӑччӗ. «Ӑҫта каятӑн? Чӑт! Халех ҫӑмӑлланать, — пӑшӑлтатса ӳкӗтлет Мамычиха карчӑк, хырӑм тирне ӗмсе лартса кассах кӗнӗ чӳлмек хӗррине кӑлӑхах хырӑм ҫумӗнчен татса уйӑрма хӑтланса. Унӑн тӑла сӑхманӗ мӗнле пулнине те эпӗ лайӑх астӑватӑп; ӑна вӑл ҫӳлти хутра, хӑйӗн пӳлӗмӗнче мӗн чухлӗ тӳрлетрӗ пулин те, юлашкинчен сӑхман лӑстӑк ҫӗтӗке тӑрса юлчӗ. Липинцӑна, Ян пурӑннӑ ҫӗре таврӑнмалла та, пачах ют ҫын пулса таврӑнмалла иккен, — ҫук, пулас ҫук вӑл япала! Сурчӗ Давыдов ҫавнашкал ӗҫ ҫине, Сидоровича чӑрмантарас мар тесе, хаяр боцман пек вӑрҫа-вӑрҫа, тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пӑрахса кайрӗ: кичем, сӳрӗк кӑмӑлпа колхоз правленийӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, тарас тени ҫак чӑтлӑх вӑрмана шала кӗрессипе, океан хӗррине ҫитмелли икҫӗр миля тӑршшӗ ҫулти пин-пин хӑрушлӑха хирӗҫ каяссине пӗлтерет. Вӗсем хушшинче мӗнле те пулин ҫыхӑну пулчӗ-и? Санӑн Мускава кайса килмелле мар-ши? Вӑл — фортри офицерсем. Ҫынна кирек епле вӗлернине те ӑнланатӑп эпӗ, анчах шӳтшӗн асаплантарнине — ӑнланмастӑп! — Каҫару ыйтатӑп, аллӑрсене ҫӗклӗр, граждансем, анчах та, вӑрҫа аса илсенех вара чӗре вӗтеленме тапратать те, сӑмах калас килсе каятех ҫав, — айӑплӑн йӑл кулса илчӗ те Разметнов, ларчӗ. Негрсем вӑл хушнине пурне те тӑрӑшса турӗҫ. Пурте канлӗхпе ыйхӑ ҫинчен шутлаҫҫӗ, анчах ҫӗрле пӗлӗт пек вӗҫсе килнӗ москитсем никама та канлӗн выртма памарӗҫ. Ҫӑрттан мучи сывлӑш ҫавӑрса ячӗ, сурчӑкне ҫӑтрӗ. Варя, Юрка килнӗ! — кӑшкӑрчӗ асӑрханусӑр Огарнов. Мушиксем ҫиленнӗ сана… — Ҫук, мистер Стумп, вӑл халь кунта ҫук. Чӗрӗк сехетрен ытла та иртмерӗ вӑл мана ответ париччен! Вӑл пирус туртма тытӑнчӗ, шӑрпӑкне чӗртнӗ чух пӳрнисем кӑштах чӗтрерӗҫ унӑн. — Мӗншӗн хӑй тата аттене вӑрҫатчӗ? Елена яшт тӳрленсе тӑчӗ. Вӑл вӗсене кашни кунах, апат хыҫҫӑн пулӑшать. Вӑл хӑйне хӑй хистесе хытарчӗ те, манран аллине илмесӗрех, малалла утрӗ. Боцман йӑнӑшмарӗ, юпаланнӑ тусан ҫывхарсах килет, часах ҫулҫӳревҫӗсене хӑлхана ҫуракан сасӑ: сурӑхсем макӑрни, выльӑхсем мӗкӗрнипе кӗҫенни, вӗсемпе пӗрлех ҫынсем кӑшкӑрса хыттӑн шӑхӑрнисем илтӗнме пуҫларӗ. Ҫав мӗнпур пӑтранчӑк ӑшӗнчен, юлашкинчен, этем курӑнчӗ. — Тата камшӑн? — Кайрӗ! Анчах пӗрне вара лайӑх пӗл — сансӑр мана пурнӑҫ та йӗрӗнчӗк пулӗ. Ганко, ӗҫне пӗтернӗ май, кӑпӑкне ҫуса тасатрӗ, тирпейлӗх хакне тӑман пит шӑллипе питне шӑлса илчӗ те Базуняка ҫӗмрӗк куҫ кӗски парса:— Ну, сывлӑхна пытӑр! — терӗ. Тулта уҫӑ та сивӗ. Джонни ҫӳҫенсе илчӗ. Кивӗ ҫурт, аслашшӗсен ҫурчӗ, Говэнӑн чӗрине хускатрӗ. Мӗнле пӑчӑ! Ҫав хушӑрах Огняновӑн ӗҫес-ҫиес апачӗ кунсерен лайӑхланса пырать: ӑшаланӑ автан киле-киле параҫҫӗ ӑна, ҫу та ҫӑмарта, сӗтпе пӗҫернӗ рис пӑтти, кукӑль тавраш, хушӑран кайӑк-кӑвакал та мулкач та пулкалать: эрехне те тӗрлӗ йышшине иле-иле килеҫҫӗ. Ӑнланса илчӗ те пӗр аллипе вӗсен арӑш-пирӗш япалине тытрӗ, тепринпе Марысьӑна пусма патнелле тӗртсе ячӗ, вара, хӑваласа кӑларса, япалисене ун ури айне печӗ. — Вӗсем кунталла килеҫҫӗ, — терӗм эпӗ. Эпӗ малтанхи вырӑна тӑтӑм. Хамӑн тивӗҫлӗхе чакарас мар тесе, эпӗ пиратсене хам вӗсене сӑнаса тӑнине систересшӗн пулмарӑм. Пӗлӗт татӑкӗсем атмосферӑра кӑна ишме пултараҫҫӗ, апла пулсан, Венерӑн та атмосфера пур, анчах ку атмосфера питӗ ҫӳлӗ те ҫӑра пулмалла. — Мана вӑрӑ-хурах шайккине илме пулмасть-и? Дон леш енче шевле вылять, Разметновӑн сивӗ, савӑнӑҫсӑр куҫӗсем халӗ аялалла мар, тӑван вил тӑприн ишӗлсе аннӑ кӗтесӗ ҫине мар, лере, куҫа курӑнман горизонт хӗррине пӑхаҫҫӗ: унта, ҫур пӗлӗте вут хыпнӑ пек, ҫиҫӗм чӳхенет, тӗлӗрекен ҫутҫанталӑка вӑратса, кӑҫал юлашки хут, шӑрах ҫу кунӗсенчи пек, хӑватлӑ та кӑра аслати килет. Санпа урӑхла пулма та пултараймасть! — терӗ. Ку тӗлте сукмак ҫӳремелли ҫулпа пӗрлешсе каять. Анчах пӗррехинче салтак пирӗн пата кӑшт хӗрӗнкӗрех пырса кӗчӗ, ларчӗ те кула пуҫларӗ; эпир вӑл мӗнрен кулнине ыйтсан — ҫапла каларӗ: — Иккӗш ҫапӑҫрӗҫ-ха ман пирки… Грушӑпа Лидка… Интересно, ҫав хайхискерех пулӗ, тен? Акӑ вӑл, ҫылӑхсене каҫарттарни. — Кӑна эпӗ хам тытӑнса пӑхӑп, — терӗ Дик. Кашӑк, кружка, аялтан тӑхӑнмалли икӗ мӑшӑр кӗпе-йӗм пулать унта. Эпӗ санпа килмен пулӑттӑм, факт! Эпӗ тимлесех ҫухрӑм юписемпе вӗсем кӑтартакан цифрӑсем ҫине пӑхатӑп; станцие хамӑр мӗн вӑхӑтра ҫитессине пӗлме математикла шутлакалатӑп. Утравӑн анатри вӗҫне ҫитсен, вӗсем ман ҫине ал сулчӗҫ пулас. Ку ӗҫе ӑна ҫамрӑк ачасем ним ӑссӑр тӑваҫҫӗ, тет. Ҫавӑнтан сирӗн хурлӑх ӳссе каять кӑна, ун хыҫҫӑн вара тӗрме те Ҫӗпӗр пуҫланать, тет… Ҫак сӑмахсене Мартини шиклӗрех сасӑпа каларӗ, юлашки вунӑ кун хушшинче вӗсем хӑйсем те ҫавна асӑрхамасӑр, иккӗшӗ те ҫавӑн пек калаҫнӑ. Жоржетта пакӑлтатнипе пӗртте салху мар, мӗншӗн тесен унӑн пит-куҫӗ питех те кӑмӑллӑ ҫиҫсе тӑрать. — Fuori! — (Фора) — тепӗр хут кӑшкӑрчӗ Панталеоне ӗлӗк театрта кӑшкӑрнӑ пек. Кам тӑрӑшать пирӗншӗн? Кам ырӑ сунать пире? Унтан, хамӑн ура айӗнчех юхса выртакан ҫӑл шывӗ тӑрӑх пӗрмаях тӑвалла улӑхса пырсан, Снеффельс тӑррине ҫитме те пултарӑп. Пӑрӑнтӑм ҫеҫ — мана темӗн килсе те ҫапрӗ. Илемлӗ куҫӗсем ӗтреленнӗ пек пулчӗҫ. Тӑван ҫӗршывне мухтани. Вӑл алсишне хывса пӑрахрӗ те аллине кӗсйине, пистолет илме чикрӗ. — Ну, унсӑрӑн та тепӗр чухне лайӑх журналист пулма пулать. Ҫӑтлӑх пулнипе мар, ытлашши иртӗнсе алхаснипе тума пултарать ӑна вӑл». Ҫав вӑхӑтра Ганс сулла тӳрлетсе пӗтернӗ. Дик ун калавне ҫав тери хумханса итлерӗ. — Мӗн тума пӗлмелле санӑн куна, чунӑмҫӑм? Ах, тупата, эс пӑр пекех шӑннӑ-ҫке, йӑлт кӳтсе кайнӑ, — терӗ хресчен, Огняновпа пӗрле вут патнелле ҫывхарса. Тен, вӗсене йӗкехӳресем ҫисе янӑ. Ман шутпа, вӗсемех; тӗлӗнетӗп, кил-ҫурта мӗнле кӑшласа пӗтермеҫҫӗ-ха вӗсем. Талькав сӑмахӗ тӗрӗс пулчӗ. Каҫпа питӗ вӑйлӑ памперо пуҫланчӗ те ҫулҫӳревҫӗсене сахал мар асап кӑтартрӗ, мӗншӗн тесен унтан ҫӑлӑнмалли пӗртен-пӗр хӳтлӗхӗвӗсен пончо анчах пулчӗ. — Ҫавӑн, ҫавӑн, — терӗ хыпаланса Элен. Ҫавӑрса пӑрахнӑ скаласен хушшинче хумсем урса кайсах кӗрлеҫҫӗ. Ҫав тери пысӑк хумсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӳлелле кӗрлесе, шыва сирпӗтсе, кӑпӑкланса сикеҫҫӗ. Эпӗ вара, хам ҫыран хӗррине ҫывхарсан е ҫак хумсен хушшинче вилессине, е никам улӑхайман скаласем ҫине хӑпарас тесе вӑя харам ҫеҫ пӗтерессине куртӑм. Вӑл ман куҫсенчен пӑхассинчен пӑрӑнма тӑрӑшать. Куҫӗсем хӑйӗн пӗр енчен тепӗр еннелле вылянса тӑраҫҫӗ, вӑл е пӗлӗт ҫине, е О`Брайен вилли ҫине пӑхать. Пуҫа вилӗмрен хӑтарни — ӳт-пӗве хӑтарни пулать. «Пуҫ тайсах тав тӑватӑп сире мана сыснапа танлаштарнӑшӑн». Вӑл унпа тӗл пуласшӑн пулчӗ — вӗсен ыран ирхине, ҫичӗ сехетре, Франкфурта пур енчен те хупӑрласа тӑракан, пуриншӗн те уҫӑ садсенчен пӗринче тӗл пулмалла. Анчах та никам та сас памарӗ. Вӑл хуҫи хӑйне чӗннине илтнӗ, анчах унӑн тапранкалас та, хирӗҫ чӗнес те килмен, ҫавӑнпа вӑл хуҫине нимӗн те чӗнмен. Кашни юланучӗ айӗнчех хытӑ каякан мустанг. Эпир иксӗмӗр пуплеменни нумай пулать вӗт. Эпӗ сана питӗ хӑнӑхса ҫитрӗм те, мана тем ҫитмен пекех туйӑнать. Мана вӑл хавассӑн йышӑнса, хам куҫпа курнӑ питех те хӑрушӑ ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. — Ыратать. Сирӗн те — ыратать… «Килоло», урӑхла каласан, район пуҫлӑхӗсем, ҫак вырӑна ашшӗ хыҫҫӑн йышӑннисем е тӑватӑ ҫула суйланисем, хӗрлӗ жилетпа зебра тирӗнчен ҫӗленӗ калпак тӑхӑнса ҫӳренӗ. Метисӑн ҫӗҫҫи темӗнле хытӑ япала ҫине пырса ҫапӑнчӗ. Уэлдон миссис шартах сикрӗ. Вӑл нимӗн ҫинчен те ыйтма пултараймарӗ, хӑй ҫинчен мӗн те пулин каласа парасса ҫеҫ пӑхрӗ. Ҫавӑнтах Гленарванпа Элен аялалла шуса анчӗҫ. Хӑй хашкаса сывлать, калама сӑмах тупаймасть. Унтан Говэн умне каллех пирвайхи пек: Лантенак чӑнах та тигр-и вара, текен ыйту тухса тӑчӗ. — Хӑрушӑ? Хӑш енӗпе? Халӗ вӑл маншӑн сутӑнчӑк фистуля, бас мар! Кирек те мӗнле пулсан та, кӑна вӑл вӑйлӑ каланӑ, эпӗ вара пӗтӗм кӑмӑлӑмпа комсомолецӑн аллине чӑмӑртарӑм. «Тен, амантаҫҫӗ кӑна-ха, — хӑй ӑссӗнех калаҫкаласа пычӗ штабс-капитан, тӗттӗм пулса килнӗ вӑхӑталла хӑйӗн ротипе бастион патнелле ҫывхарнӑ май. Вӗсем пысӑк кипарис айне пытанса лараҫҫӗ те хӑйсем вӗлермелли ҫын ҫывхарса ҫитессе кӗтеҫҫӗ. Пирӗн ҫынсем ҫине пӗтӗм тӗнче пӑхса савӑнмалла, этем тума тивӗҫ ӗҫсене мӗнле тума кирлӗ иккенне пирӗн ҫынсенчен вӗренмелле. Мерри шӑтӑк тӗпне пуҫхӗрлӗн персе анчӗ, ҫамкине ҫыхнӑ ҫын пӗр вырӑнта ҫаврӑнса илчӗ те, шӑтӑках, унпа юнашар ӳкрӗ. Унта вӑл чылай вӑхӑт хушши чӗтресе выртрӗ, анчах нумай та ирттерӗ, вилчӗ. Ыттисем виҫҫӗшӗ пӑрахса тарчӗҫ. Унпа Тускуб тата бронза ҫӗлӗклӗ, кӗмӗл хупӑллӑ салтаксен ушкӑнӗ анаҫҫӗ. Боярышников ҫак сӗнӳрен хӑйӗн хӑраса ӳкнӗ сӑн-питӗнчи мӗн пур пӗркеленчӗкӗсемпе тӗлӗнчӗ. — Эпӗ куртӑм. — Ҫук, час-часах мар, ерҫнӗ вӑхӑтсенче ҫеҫ, — терӗ Павел. Каҫарӑр, Фома Игнатьевич… Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче хаюллӑ ҫӗнӗлӗх пек туйӑннӑ япаласем халӗ нимӗнпе тӳрлетмелле мар кивелсе юлнӑ. Пӗчӗк куҫӗсем унӑн типпӗн йӑлтӑртатнӑ, хӑй вӑл, карӑнтарнӑ хӗлӗх пек, туртӑнса кайнӑ. Итлӗр!.. Часах тупӑ пеме тытӑнать, вӑл мӗнле пенине тӗрӗслесе пӑхаҫҫӗ. — Мӗншӗн эсир вӑйпах ҫапла тума сӗнетӗр? — тесе ыйтнӑ Денни. Мужик — патшаҫӑ, вӑл ӑнланать: господасем нумаййи — начар, пӗрре пулни — лайӑхрах тесе шутлать. Баракра поход кухни патне ларчӗ, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ тӑлине салтрӗ те шӑнса кӳтнӗ урисене кӑмака ҫумне тӗкрӗ. Анчах та юратас кӑмӑл пур-ҫке ӗнтӗ ман, унтан вӑйлӑрах кӑмӑл пулма та пултараймасть! Халӗ эпӗ хамӑн чавсана ҫавӑрса ҫыртӑттӑм… Тепӗр темиҫе кунтан вӑл самолет ҫине ларчӗ. Бухареста вӗҫеҫҫӗ, унтан — Киева. Повар ҫавӑнтах ҫӑварӗнчи чӗлӗмне аллине тытрӗ. — Лётчик, тетӗн? Эпӗ Катя питне пӗркеленине асӑрхарӑм. Ӑна пулах тата килте те йӗркесӗрлӗх… Карчӑкӑма эпӗ: пуҫа ҫӗмӗрсе ӗҫленӗшӗн ҫӳлти турӑ пире, тен, ӗне ярса парӗ, тесе пӗлтернӗччӗ. Ҫапах та, столовӑйне ҫитсен, унӑн ывӑнни хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Анчах картишӗнче ҫӳреме ӑна хӗнтерех, кунта вӑл патакпа хыпашласа утать. Ҫамрӑк чухне вӑл тӗрӗксемпе пӗр ҫӑвартан пулнӑ, чухӑнсене ҫаратса пусмӑр кӑтартнӑ, тинех ӗнтӗ вӑл никама та усал таваймасть те, хӑйне ӑна халь те пулин пур пӗрех кураймаҫҫӗ. Семинаристран мӗнле комендант пултӑр? Ҫавӑн пек вӑхӑтсем пулаҫҫӗ, ун пек чухне, ҫынсем стихийӑпа кӗрешме хӑватсӑр пулаҫҫӗ, ӑна вара ҫанталӑкӑн тепӗр вӑйӗ ҫеҫ чарма пултарать. Кунта, Старая Русса районне, нимӗҫсен «Рихтгофен» ятлӑ паллӑ авиаэскадрильи килни ҫинчен Алексей темиҫе кун малтанах илтсеччӗ. Мӗншӗн тарӑхмалла? — Каласа пӑх-ха эс ӑна ун ҫинчен. Пит аван! Эсир, чиркӗве ҫавнашкал хирӗҫ тӑраканскер, епле-ха вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма пултаратӑр? Ҫул ҫине валли эпир Энск кукӑлӗсене, темӗн пысӑккӑшскерсене, илсе тухрӑмӑр, тумтирсене тӑхӑнтӑмӑр та пусма тӑрӑх ҫие-ҫие калаҫса антӑмӑр. Вара, куҫне хупса, кресло ҫине лаштах ларчӗ. Хӗрӗн ҫӳлти тути хӗрринче кӑшт ҫеҫ турпалли хуралса палӑрса тӑнӑ. Чаршав витӗр ҫиттипе карнӑ портрет курӑнать — ӑна вӑл хӑй карса хунӑччӗ. Ун юмахла, тӗтреллӗ ҫурҫӗр калавӗсем ҫутӑ кӑнтӑрта ӳснӗ Джеммӑна пит ӑнланмаллах пулман. — Лайӑх мар хӑтланнӑшӑн! — Ҫырасса паянах ҫырса пӗлтермелле! Вӑл ывӑлӗ ӗҫлӗ ҫын пулнине ӗненнӗ, хӑй унӑн интересӗсене хирӗҫ туса хунине тавҫӑрса илнӗ, анчах, Якова ҫак тавлашӑва хутшӑнтарса, унран: Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? — тесе ыйтма хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхӗ чарса тӑчӗ. Савӑннипе чӗлхем ҫыхланчӗ, ахӑр, манӑн. — Сирӗн пек вӗрентекенсем кунта ҫеҫен хир тӑрӑх нумайӑн сулланса ҫӳреҫҫӗ, хӑв чӗртсе яма хӑтланса пӑх-ха эппин, вара сан сӑмса шӑтӑкӗнчи ҫил мӗнле вӑйлине курӑп эпӗ, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Куприяновна, — хӑй вара кӑмӑллӑнах айккинелле пӑрӑнчӗ те палламан ҫынна тимлесе сӑнама тытӑнчӗ. Тен, эпӗ санпа курнӑҫаймӑп. Мӗнле шухӑшлатӑр эсир синьора? Мана укҫа пит те кирлӗ. Кашни пысӑк хуларах магазинсене кӗрсе пӑхӑр-ха. Унашкал ӗҫсенче Дубровский чухлайманнине, тата ҫавӑн пек хӗрӳ чӗреллӗ, сыхланма пӗлмен ҫынна улталама ансат пулнине вӑл лайӑхах сисет. Кельнер йӑтса кӗнӗ пысӑк поднос ҫинче театр афиши те пур. Бруно алли-урине йывӑр тимӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ. Эсир акӑ йытӑ ҫурисене те пулӑшатӑр, эпӗ сире ҫакӑншӑн мухтатӑп. Кӑвакарнӑ пӗлӗт ҫӑралма пуҫланӑ сӑртсен тӑррисем анакан хӗвелӗн чалӑш урисемпе тӗрленнӗ. Хӑйпе пӗрле барометр илсе тухнӑ Паганель ртуть юпи тӑватҫӗр тӑхӑрвун пилӗк миллиметр ҫӳллӗшӗнче тӑнине пӗлтерчӗ. Ку тинӗс шывӗ ҫинчен вунпӗр пин те ҫичҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче тӑнине кӑтартса парать. Кашни сасӑ вӗҫсе мар, ункӑн-ункӑн сарӑлса тӑрать; аяккарах шурӑ тӗслӗрех тӗтре ҫӑралса пырать, сывлӑшра вара резедасемпе шурӑ акаци чечекӗн шӑрши сарӑлать. — Ку ӑҫтан тата? — ыйтрӗ вӑл, флягине Огнянов парса. Эсир ҫав тери ӑнсӑртран тухса кайрӑр… сире кичем пулмасть-и? — Пулмасӑр, мунча патӗнче, — терӗ Тимофеич. Куприяновна пӗрӗхтерсе кулса ячӗ, анчах хӑйпе паттӑрла калаҫакан ҫын ҫине ӑшӗнче ырласа пӑхса илчӗ. Мӗн? Тӗрӗссине каламастӑп-им? Катя унӑн урисем айне тенкел лартса пачӗ, карчӑк ӑна тав тумарӗ, пӑхмарӗ те, пӗтӗм хыткан ӳтне витсе тӑракан сарӑ пысӑк тутӑр ӑшӗнчи аллине кӑна хускатса илчӗ. Эпӗ ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗретӗп, ҫавӑнпа та аллӑма варалассӑм килмест. Кашни сасса тинкерсе итлесе тата тӗттӗм ҫӗрте тимлӗн пӑхса Джон Мангльспа Вильсон пуринчен малта пыраҫҫӗ. — Эсир мана пӗлместӗр-ха: эпӗ — тӗлӗнтермӗш хӗр; ялан тӗрӗс каланине ҫеҫ илтесшӗн эпӗ. — Мӗн ачам? — тенӗ сӑмах илтрӗм эпӗ кӑшт тӑрсан. Клавичёка, вӑл ӗлӗк ҫӑкӑр пӗҫерекен пулнӑ пирки, снабжени пайне контролёр пулма ячӗҫ, ыттисем Пуще-Водицӑна кайрӗҫ. Аннӗре ан кӳрентерӗр — тӑрӑр ӗнтӗ… Булгаков пуҫне тайрӗ. Щукарь мучи Давыдов унпа пӗрле утӑ сарайне пытанма пырать тесе шутларӗ те кускалама тытӑнчӗ: — Каяр, каяр. Ҫылӑхран аяккарах тарар! Унсӑрӑн кама та пулин шуйттан сӗтӗрсе килме пултарӗ кунта, пире иксӗмӗре курӗҫ те пӗтерсе хурӗҫ. Ӑна вӗсем пӗр самантрах тӑвӗҫ… Ольга Туфта ҫине ҫисе ярас пек пӑхса илчӗ те секретарь пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Пӗрре вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче такам шӑппӑн, йӗрӗнчӗклӗн:— Гордионишко! Хӑмӑт пеккисене аван тунӑ мӗн, вӗсем протезсене рычажоксем ҫумне таччӑн ҫыпӑҫтарнӑ, урасене ача чухне коньки тӑхӑннӑ пек пулнӑ. Ыран ҫӗрле вара колхоз витинчен икӗ лаша илсе килмелле, тӗттӗм пулса ҫитсенех Войсковой хуторне тухса каятпӑр. Ҫак вӑл — программӑпа Конституци хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пуррине пӗлтерет. Скайльс мӗн курнипе кӑмӑллӑ. Ҫ-ҫӑва патне!.. Вӑл мана — хӑй ҫинчен, а эпӗ ӑна — хам ҫинченех. Докладной записка ярса пачӗ, ту хырҫине композиторсен ҫуртне лартма сӗнет, унта музыка нумай, анчах вӑл пӗр усӑсӑрах пӗтет, тет. Шыв хӗрринче хӑва тӗмисемпе хура хурлӑхан тӗмисем кӑштӑртатса илчӗҫ, шӗвӗ юшкӑн ҫинче такам лӑч-лач! тутарни илтӗнсе кайрӗ. Табу тени вӑл, пуринчен малтан, уйрӑм япаласем: ҫынсем, вырӑнсем т. ыт. ҫине пырса тӗкӗнме чарнине пӗлтерет. Ӗненсех лартӑмӑр. Хӑлхасӑр-чӗлхесӗрсен азбукине пӗлмен ултавҫӑшӑн ку ытла та вӑхӑтлӑ! Япалисем ҫухалнӑ вӗсен? Пит аван! Пит ӑслӑ хӑтланнӑ ҫакнашкал лару-тӑрура! Вӑл вара хӑйсен куренӗн апат-ҫимӗҫӗсем выртакан лав патне кайрӗ. — Аван, — тетӗп эпӗ, — сирӗн сӑмахӑрсӑр пуҫне, мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Тепри Библипе тупа тусан та, эпӗ ӑна сирӗн пӗр сӑмахӑра ӗненнӗ чухлӗ ӗненес ҫук. — Эпӗ чӑнах калатӑп, сеньорита. «Мӗн те пулин калама тӑрсан, тӳрех пӳлсе хурас-ха ӑна» тесе шухӑшланӑ май вӑл чӳрече янаххи ҫинчен выртмалли сак ҫине куҫса ларчӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра Любишкин Титока пилӗкӗнчен пырса ыталаса илчӗ, анчах вӑйӗ сахал мар пулин те, вӑл ӑна тытса чараймарӗ. Эпӗ хам курнисене пурне те ырламасӑр чарӑнса тӑма пултараймарӑм, анчах его превосходительство эпӗ ырласа каланисем пирки нимӗн те чӗнмерӗ. Анчах каҫхи апат хыҫҫӑн манпа пӗрле юлсан, хуҫа мана хуйхӑллӑ пулса, хӑй час-часах ҫурчӗсене пӑсса юлашки мода ыйтнӑ пек тума, хӑйне пӑхӑнса тӑракан вырӑнсенчи ҫӗре ҫӗнӗ майсемпе ӗҫлесе ҫемҫетме шутлани ҫинчен каласа пачӗ. Ҫапла тумасан ӑна ытлашши мӑнкӑмӑлланнӑшӑн, пур ӗҫе те хӑйне килӗшнӗ пек тунишӗн, тӑрлавсӑр та йӗрӗнчӗк пулнишӗн, ӑссӑрланса хӑтланнишӗн хӑйне халичченхи пекех ятлаҫса тӑма пултараҫҫӗ, ҫитменнине тата ӑна король та курайми пулма пултарать. Ахаль те халӗ его величество ӑна пур енӗпе те шансах каймасть. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, мана эпӗ король ҫуртӗнче пурӑннӑ чухне хам мӗн илтменнисем ҫинчен каласа парас пулсан, эпӗ тӗлӗннисем часах иртсе кайма пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫӳлте утрав ҫинче пурӑнакансем ытлашши пысӑк ӑс-хакӑлсем пирки шухӑшлаҫҫӗ, ҫакна пула вӗсем аялта ҫӗр ҫинче мӗн пулса пынипе интересленме те пултараймаҫҫӗ. Мана вӑл хӑйӗн калаҫӑвӗ мӗне пӗлтерни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Вӑл хушнине пурте итлерӗҫ. Марийка хӑйӗн телейне пытарман, килӗнче вӑл савӑнӑҫлӑн хыпаланса ӗҫленӗ. — Мӗн, чӗрӳ ура тупанне анса лармарӗ пулӗ-ҫке? Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Петр пушшех те тарӑн шухӑша кайрӗ, тата ытларах асапланма тытӑнчӗ. — Эй, Петр, илтетӗн-и? Анчах хӑйӗн йӑшма пуҫланӑ ӳт-пӗвне, вӑрттӑн, асамлӑ мелсемпе, йӑрӑс та пиҫӗ тума пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа хӗр пекех курӑннӑ, пичӗ ҫинче те унӑн хӑраса каймалла, этемле мар илем палли палӑрнӑ. Ку чӑнах та ҫавӑн пек иккен — линь татӑкне тепӗр хут алла тытсан курчӗ ҫакна Дик Сэнд. Вара вӑл тӳрех пирӗн ҫинелле утма пуҫларӗ, эпир ун ҫумӗнче пулман пекех, ун ҫулне пӳлмен пекех утса кайрӗ. «Тӑваттӑмӗш кунне Тобольдин юлташ, пуринчен те йывӑрри, персе анчӗ. Парк патнелле каймалли йывӑҫ калинккерен Сергей пӗр сасӑсӑр кӗрсе кайрӗ. Владимир ҫакӑнта чарӑнать те сивӗ ҫерем ҫине ларать. Пуҫне пӗринчен тепри тӗксӗмрех шухӑшсем пырса капланса, унӑн чунне тӑвӑрласа ҫитереҫҫӗ. Пӑлхава путарнӑ. Халь ӗнтӗ ятуллӑ хастарлӑхшӑн Ромашова начальство тавӗпе награда кӗтет. Старик куҫхаршийӗсене ҫӗклентерчӗ те пуҫне сулларӗ. — Ҫавӑн чух эс манӑн векселе хисепе илмерӗн, ҫакна эп тупӑка кӗриччен те манас ҫук! — асар-писеррӗн кӑшкӑрнӑ такам. — Турра мӗн юрӑхлӑ, ҫав пулать те, — асамлӑн каласа хучӗ Ставри пуп. Пӑлхавҫӑсем салхуланчӗҫ, паттӑртараххисен хавхалантарни те усса пымарӗ, вӗсем те сайралчӗҫ, ӗмӗтленесси те сӗврӗлнӗҫемӗн сӗврӗлчӗ, ҫынсене хӑтӑрса калани та витми пулчӗ. — Сара Вильямс. Вӑл Феничкӑпа калаҫнӑ чухне унӑн сӑн-пичӗ те улшӑнса кайнӑ: уҫӑлса, ырӑ пекех пулса кайнӑ, яланхи тирпейсӗрлӗхӗ ҫумне темӗнле шӳтле асӑрхавлӑх хутшӑннӑ. — Кӗрӗр! Темиҫе хут Марья Васильевна портречӗ ҫине пӑхса илнине те асӑрхарӑм эпӗ, портречӗ ун сӗтелӗ ҫинчехчӗ, Марья Васильевна мӑйне коралл мӑййи ҫакнӑччӗ. Вӑл ӑҫталла тарас-ши тесе шухӑшлакаланӑ хушӑра, Квейс комендант хӑйӗн салтакне хуҫа уҫса хатӗрленӗ калинкке патнех пырса ҫитрӗ ӗнтӗ, нӳрӗ тӑпра ҫинче ун аттин йӗрӗсем палӑрса юлчӗҫ. — Кунта нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ ӑна майор: — эпир путма шухӑшламан пулсан, выҫӑ вилнин нимӗн усси те ҫук. Урӑх тумтир тӑхӑнса ҫутӑ ҫӗре тухсан, матрос ун ҫине пӑхрӗ те ӳсӗрпе тайкаланаканскер, тумтирне ырласа, пуҫӗпе сулчӗ. Епле вӑл сана ачашлатчӗ те… Кӑнтӑр тӗлӗнче вӑл тӑна кӗчӗ те ҫапла каларӗ: — Марыся, эпӗ ыран ирччен пурӑнаймастӑп пулас. Вӗрӳ-суру турри е ҫамрӑк, вӑйлӑ чӗрчун евӗр, ҫутӑпа, ӑшӑпа, пурнӑҫӑн ӑслӑ-тӑнлӑ савӑнӑҫӗпе те лӑпкӑ, сывӑ, вӗри туйӑмлӑ юратупа киленсе пурӑнтӑм эпӗ. — Килтӗн иккен! Пӗтӗмӗшпе илсе каласан — эпӗ хама хам килӗштерместӗмччӗ, — ӳссе ҫитеймен ҫамрӑксен ун пек час-часах пулать, — хама эпӗ кулӑшла, хаяр пек курӑнаттӑм. Сан аҫу… Пур ӗҫе те пӗтӗм вӑйпа тӑвакан «хӑйсене хӑйсем хӗрхенме пӗлмен» ҫынсем ҫӗнтереҫҫӗ. Хӗрарӑм кӗтесре, хӑйӗн вырӑнӗнчех, пӗр-пӗччен тӑнӑ, аллисем лаштӑрах кайнӑ, пуҫӗ пӗр еннелле пӗкӗннӗ. Ун пек вӑхӑтра вара вӑл пуян живописец пурнӑҫне хапсӑнать; ун пек вӑхӑтра унӑн пуҫне кашни вырӑс пуҫӗнчех час-часах ҫуралакан шухӑш — пурне те пӑрахас та хуйхӑ пусарма ӗҫме тытӑнас текен шухӑш пырса кӗрет. Ку мана тӳрех темле, ытти чухнехинчен пысӑкрах хыпар пӗлтерессе кӗтсе илме хатӗрлентерчӗ, мӗншӗн тесессӗн ку таранччен ҫырусене яланах анне ҫыраканччӗ, атте юлашкинчен ҫеҫ пӗр-икӗ йӗрке хушса хураканччӗ. Акӑ ӗнтӗ сапрӑмӑр. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель чугун ҫул урлӑ Кэстльменран темиҫе миль кӑнтӑрарах кайсан, Кэмден-Бриджера, Люттон урлӑ хунӑ кӗпер патӗнчен, каҫса каять. Артур, тӗттӗм пулнипе усӑ курса, хӑйне валли темиҫе укҫа пытарса хӑварчӗ. Пӗр тӑватӑ ҫыннине ахалех, калаҫнин уссине курмасӑрах кӑларса ячӗ. Андрощук котелокне ури вӗҫне лартрӗ те ҫӑкӑр сумкине салтма тытӑнчӗ. Анчах ҫав кӗнеке ҫинчен ан манӑр… А халӗ асту, таҫта сухална тӑпӑлтарса илӗп! Хӑй пӗркун вӑрманта Гарние персе вӗлерейменшӗн Бак ниҫта кайса кӗрейми тарӑхать — вӑл ҫакнашкал ҫилленнине эпӗ нихҫан та курман. Хӗҫ-пӑшал патне! Тепӗр каҫхине Оленина фельдфебель вӑратрӗ. — Мӗнле-ха, эсир капла кайма хатӗрленетӗр, — пуҫларӗ Одинцова, — хӑвӑр сӑмахӑра тытмарӑр-ҫке? Эпӗ хама хам шанатӑп, ҫитес вӑхӑтсенче мӗнле те пулсан йӑнӑш тӑвӑп, тетӗп, вара сирӗн нумайччен ҫавӑн пирки кулса ҫӳремелле пулать. Кун пеккине кайран та эпӗ темиҫе хут асӑрханӑ: ӑҫта та пулин хӑнара е ҫын пытарнӑ ҫӗрте, е ҫывӑрса кайма тӑрӑшатӑн та ниепле те ҫывӑрса каяймастӑн — пӗр сӑмахпа каласан, хыҫкаланса илме май ҫук чухне пур тӗлте те пӗр харӑсах кӗҫӗтме тытӑнать. Илтетӗр-и, шӑп пӗр сехетре!» Ромаҫ тӑчӗ, шӑмшакне тӳрлетрӗ те, хӑйӗн ирӗкне хирӗҫ пыракан ҫын пек тепӗр хут каласа хучӗ: — Ҫапла ҫав, — авланатӑп! Халь мӗн пулса иртни — кайран пулмалли хӑрушӑ, пурне те сасартӑках сивӗ тискерлӗхпе лапчӑтса лартмалли ӗҫӗн кирлӗ мар, вӑрӑма тӑсӑлакан киревсӗр ӗҫӗн пуҫламӑшӗ пек туйӑнчӗ. Унтан вӑл хӑйӗн ӑссӗн ҫапла каларӗ:— Мӗнле ухмах халӑх вӑл — хӗрачасем. — Кунта! Ҫӗр варрине кӗрсе каймалли ҫул кунта! — терӗ вӑл Дани чӗлхипе. Жоржетта, хӗрӗм! Ҫаппа-ҫарамас ҫывӑрать, акӑ хырӑмне каҫӑртса хунӑ. — Ҫапла ҫав, сана, Том Сойер, калама ҫӑмӑл, анчах, сулӑмне епле илмелле-ха вӗсенчен, енчен ку мӗн иккенне эпир пӗлместпӗр пулсан? Анчах эпир ӑна тавлашу пулни ҫинчен нимӗн та каламастӑмӑр. Павел унӑн малалли сӑмахӗсене илтеймерӗ. Хур аҫи вара метрика кӗнеки ҫине ҫырӑнма пултараймасть, ҫакна наукӑпа кӑшт паллашнисенчен кашниех пӗлет; хур аҫи вӑл — ҫын мар — кайӑк вӑл, ку ӗнтӗ кашни ҫыншӑн, семинаринче вӗренменнисемшӗн те паллах. Дмитрий сасартӑк эпӗ юратакан йӑваш кӑмӑллӑ пулса тӑчӗ. Ҫывӑхри ҫӗрсем пӗтӗмпех колхоз аллине куҫрӗҫ, — апла пулсан, пире инҫетри ҫӗре касса паратӑр ӗнтӗ, ҫапла-и? «Халӗ ӗнтӗ ӑна, йытта, епле лайӑхрах чыслассине ҫеҫ шутласа кӑлармалла. Ҫак каҫран пуҫласа киле хӗн килсе пусре… — Тӗплӗрех тӗпчесе пӗлме тӑрӑшни ҫыннӑн питех те паха енӗ, анчах, Грассини, ҫав чӑн-чӑн «преступниксем» хӑйсен шухӑшӗсемшӗн пурнӑҫне пани ҫинчен манас пулмасть, ку эпир сана панинчен нумайтарах пулать вара. Анчах эпӗ чӑн-чӑннипех аптӑраса юлнӑ… Манӑн тӑнӑм ҫукчӗ. Таҫта аякра пӗр кӗтӳ кенгуру ҫӳрени курӑнать, вӗсем ҫеҫенхирте акробатсем пек сиксе ҫӳреҫҫӗ. Ун пеккине камӑн аса илес килтӗр? Вӑл питне хӑй пӑхакан япала патнех илсе пырать, куҫлӑхне сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисемпе тӳрлетсе, куҫне хӗсет, хӑйшӗн кӑсӑклӑ япала ҫинчен сӑмахсӑр, сасӑсӑр тем ыйтнӑ пек тӑрӑнать. Мулсем ҫинчен йӗнерӗсене салтса илчӗҫ те хӑйсене сӗткенлӗ ҫаран ҫине ячӗҫ. Пӗрре вӑл пынӑ та курах кайнӑ: ҫав карчӑк хӑй тухатнине атте ҫинелле «ярать», тет. Пӑхасса та тинкеререх пӑхать, сасси те пӗр виҫеллӗ. Сире тумлантарасси йывӑр мар. Мана кунта пристаньсем ҫинче хуҫалӑхпа ҫавӑрттарма тӑратрӗҫ. Халь эпӗ тавар пристанӗн начальникӗн заместителӗ пулса ӗҫлетӗп. Алӑкран сылтӑмра ширма, ширма хыҫӗнче — кровать, лутра сӗтел имҫамсемпе тултарнӑ пӗчӗк шкап тата тӗлӗрекен тухтӑр ларнӑ кресло пур; кровать ҫумӗнче шалпар кӗпе тӑхӑннӑ сарӑ ҫӳҫлӗ илемлӗ хӗр тӑрать; вӑл ҫаннисене кӑштах тавӑрнӑ та мана курӑнман анне ҫамки ҫине пӑр хурать. Пулас ӗҫшӗн ответ тытассине вӑл хӑй ҫинчен сирме пултарайман. Вӗсене эсир кӑтартса пама пултараймастӑр, ҫавӑнпа та эсир вӗсене шыраса тухиччен, эпӗ Айртон, виҫӗ мачтӑллӑ «Британин» боцманӗ пулатӑп! Вӗсем кардинал кӳми каҫса каяс кӗпер патне парӑнчӗҫ. Сасартӑк мганнга читокӑран Казонден тӗп урамне тухрӗ те король керменӗ еннелле утрӗ. — Сирӗн превосходительство, — мала тухса тӑчӗ Шульгович, — офицер господасен обществи ячӗпе пирӗн пухура апатланма сӗнмешкӗн хӑю ҫитеретӗп. Вӑл самолёт патне пырса ӑна пур енчен те пӑхнӑ, унӑн ҫунаттине аллипе шӑлкаланӑ, хӑйӗн умӗнче алюминипе перкальтен тунӑ машина мар, капмар та илемле лаша тӑнӑ пек, ӑна айӑкӗнчен лӑпкаса илнӗ. Тӗрӗс, ку — шӑпах леш шавлӑ урам. Нагульнов е Давыдов пырса кӗрсен, пур ҫӗрте те тенӗ пекех хаҫата темшӗн йӑпӑр-япӑрах алӑран алла пама тытӑнаҫҫӗ, вара, хайхискер, шап-шурӑ вӗҫен кайӑк евӗр, ҫынсен ушкӑнӗ тавра вӗҫсе ҫаврӑнать те пӗрин шалпар кӗсйине кӗрсе ҫухалать. Крепӑҫри казаксем хушшинче паллах темле хускану палӑра пуҫларӗ; пур урамсенче те вӗсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, драгуна е гарнизонри салтака курсассӑнах саланаҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтра унӑн, сывлӑхлӑ та вӑйлӑскерӗн, час-часах пуҫа каччӑ шухӑшӗ килсе тӑнӑ, — хӑйӗн пӗчченлӗхӗнчен тухма урӑхла май курман вӑл. — Мӗнле ҫырусене? Устин кӑмӑллӑн кулса ячӗ: — Каллех эпӗ айӑплӑ-и? — Вунҫичче кайнӑ. Тахҫантанпах салтакра тӑнисем каласа панӑ тӑрӑх та, хам та асӑрханӑ ӗнтӗ — ҫитес сехетсенче вилмелли ҫыннӑн пит-куҫӗнче темӗнле вилӗм шӑпи вӗҫне ҫитни палӑрать, хӑнӑхнӑ куҫ ҫавна асӑрхасан йӑнӑшма та пултараймасть. «Аппарат патне кӑна ҫитсе ӳкесчӗ, Лось карланкинчен спирт ярасчӗ». Унтан 100 километр, 50 километр, 20 километр урлӑшлӑ астероидсем тупӑннӑ… Кусене ҫӑмламас ҫӗлӗкӗсенчен тата ухӑ йӗпписене хумалли колчансем тӑрӑх уйӑрса илме ҫӑмӑлах. Комендант, хӑйӗн ҫарӗ тавра ҫаврӑнса, салтаксене: «Ну, ачамсем, паян матушка-государыняшӑн тӑрса, хамӑр паттӑррине, присягӑна ҫирӗп тытнине пӗтӗм тӗнчене кӑтартӑпӑр!» — тет. Вӑл сунара каймарӗ, пӗрре кӗнеке тытрӗ, тепре крыльца ҫине тухрӗ, унтан каллех пӳртне кӗрсе вырӑн ҫине выртрӗ. Марчев «халех вӗлермелле» тенине нумайӑшӗ илтрӗ. — Ҫук, Женя, юрамасть. Мӗншӗн ответлеместӗн-ха? — терӗ Шубин каллех. — О, эсӗ ху телейлине туятӑн пулсан — ан чӗн, ан чӗн! Ӑсӗпе вӑл хӑйӗн киле кайма кирлине пӗлчӗ-ха, анчах темӗн ӑнланмалла марри илӗртнине пула столовӑйне таврӑнчӗ. Пӗри те пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ. Пӗлсе, ӑнланса илсен, мӗн тери хӑраса, ҫухалса, шанӑҫне ҫухатса ячӗ вӑл. Сӑрта хӑпарса ҫитичченех чӗнмесӗр пычӗ. Евстафьев е, калӑпӑр, Лодыжкин тени хушамат-и вара вӑл? Похода кайнӑ пулӑттӑм! — тепӗр хут каларӗ Лукашка. — Айтурух! — хуллен ҫеҫ ахлатса илчӗ Марийка. — Ӑҫта? Тиенӗ лав мар, пушӑлла темелле, факт! Аптрамалли те пулман иккен! Ку акӑ мӗншӗн пулнӑ вӑл; унӑн пырне пӑрҫаран та пӗчӗк шыҫка тухать-мӗн. Эпӗ хаваслӑ ҫын, эпӗ пурне те юрататӑп, эпӗ, Ерошка! — Ҫук, — кулса илчӗ Георгий. — Каменскра эпӗ сире хам отрядпа кӗтсе илӗп, есаул господин. — Уйрӑммӑнах эпӗ, пулас лекарь, лекарь ывӑлӗ, тиечук внукӗ… Эпӗ тиечук внукӗ пулнине пӗлетӗн вӗт эсӗ?.. …Ирхине ирех малти линие, Озеров полкне, ҫар штабӗнчен хупӑ машина килсе ҫитрӗ. Кунтан вӑл фортӑн пӗтӗм картишне Каи-Куму ҫурчӗ таранах курма пултарать. Кайӑк кӑвакалсен пӗчӗк ушкӑнӗсем унта-кунтах вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те шыв ҫийӗпе вӗҫсе иртеҫҫӗ, пӑшал персе ярсан вара вӗсем пӗлӗт пек вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те, сунарҫӑ ирӗксӗрех ҫӗлӗкне ярса тытса вӑрӑммӑн «фу-у!» тесе илет. Вӑл мӗн терӗ? Хӑш-пӗр танксем ҫавӑнтах хӑйсем асӑрханӑ дзотсене тупӑсенчен, траншейӑсене — пулемёчӗсенчен персе ответлеме пуҫларӗҫ. — Эсӗ ҫамрӑкран вара яланах кучер пулнӑ-и? Ромашов чӳрече янахӗ ҫине ури-мӗнӗпех хӑпарнӑччӗ те «Фаустри» вальса шӑппӑн кӑна шӑхӑркаласа ларатчӗ. Савни, хӑть мӗнле пулсан та, эсӗ мана ан суй. Мӗн тӑван эс унта? — Кил-ха кунта, ывӑлӑм — терӗ вӑл. Ӗлӗк пушӑ ҫӗр пулнӑ вырӑнта халӗ тем ҫӳлӗш ҫурт туса лартнӑ, Ҫурт алӑкӗ умӗнче темӗн пысӑкӑш кӗрӗк тӑхӑннӑ хуралҫӑ уткаласа ҫӳрет. Пӗвӗ ҫӳллӗ, пит-куҫӗ тӗксӗмрех, ҫӳҫӗ хура, тинкерсе пӑхакан хура куҫлӑ, пысӑк та, ҫапах чипер сӑмсаллӑ, ун нацийӗн уйрӑмлӑхӗ, — тути ҫинче ӗмӗр палӑрса тӑракан салху та сивӗ кӳлли, — ҫаксем пурте ӑна ӑраскал хӑйне юлташлӑха панӑ ҫынсене хӑйӗн шухӑшӗсемпе хӑй мӗн юратнисене каласа кӑтартма пултарайман ҫын пек палӑртаҫҫӗ. Калифорние кайнӑ пулӑттӑм та — пире, вырӑссене, пур ҫӗрте те ирӗк, — анчах эпӗ пӗр редактора Вӑтаҫӗр тинӗс ҫинчи суту-илӳ ыйтӑвне тӗплӗн вӗренсе килме сӑмах панӑччӗ. — Синопа асӑрхан! Кӗтесре, хӗҫ-пӑшал тӑнӑ ҫӗрте, хулпуҫҫийӗпе стена ҫумне сӗвӗнсе, шинельпе каска тӑхӑннӑ Андрей ларать. Воропаев тӳрех ҫакна ӑнланчӗ: кунта пӗр суя самах та кӑларма юрамасть. Тӳсӗмлӗх ҫитнӗ пулӗччӗ-и? — Арӑма-и? Унта вӑл грот-мачта ҫумне таянса тӑчӗ. — Паллах ӗнтӗ, ку интереслӗрех, — шутламасӑр-тумасӑр каларӗ Петя. Харӑссӑн! — Пирӗн тусӑмӑра ҫӑлма пулать-ши? — терӗ вӑл малалла. — Тӗлӗнмелле ҫын: чӑн-чӑн юродивӑй ӗнтӗ; ҫавӑн пек тӗлӗнмелле урӑх ҫынна часах тупаймӑн. — Юрать! Эпӗ ӑна халь ҫеҫ куртӑм: вӑл хӑйӗн яланхи йӑлипе (Сире вӑл паллӑ пулмалла) питӗ ир сиксе тӑнӑ та, пӗтӗм таврана чупса ҫавӑрӑннӑ. Эсир мӗн, переменӑна сиксе тухнӑ шкул ачи-им? — Нумайрах пурӑн-ха эсӗ — пурне те курма ӗлкӗрӗн. Ырӑ кӑмӑлпа тунӑ ӗҫшӗн тискер ӗҫпе хирӗҫ тавӑраҫҫӗ-и!.. Кӑна хирӗҫ ответлеме Базаров нимӗн те тупаймарӗ. Эхер тӗл килнӗ пулсан, акӑ мана ҫав вӑхӑтра хумхантарнӑ вӑйлӑ туйӑмӑн тӗслӗхӗ. Эсӗ вӗсене курмастӑн-и-мӗн? Мӗн пулать-килет; тен турӑ пӑрахмӗ! — терӗ вӑл мана. — Килет пулӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен… Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Алексей таса простыньсем сарнӑ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртрӗ те самантрах ҫывӑрса кайрӗ. Эсир пулмасан монархи пӗтме пултарать; сирӗн чӗрӗ юлмалла. Халь ӗнтӗ унӑн мӗнпурри те пӗр шухӑш — хӑтӑлмалла. Лагерьте пурте, вӑл шутрах кӑвайчӗ те, витӗрех йӗпеннӗ, мӗншӗн тесен вӗсем, ытти ачасем пекех, ӑна тирпейлесе хурасси ҫинчен шухӑшлама та пӗлмен, кӑвайтне ҫумӑр шывӗнчен хӑтарас тесе пӗртте тӑрӑшман. Ку вӑл калама ҫук пысӑк ӑссӑрлӑх! — Эсир ӑна никампа та улӑштармастӑр-и? Владимир хӑвӑрт ҫаврӑнса утрӗ, вӑл пуринчен мала иртрӗ те Кистенёвка ращине кӗрсе ҫухалчӗ. Шӑпа мӗн хушнине пӑхӑнӑпӑр, иртнине ырӑпа асӑнӑпӑр та — турӑ пулӑшнипе ҫӗнӗ пурнӑҫа куҫӑпӑр! Комиссар пур ҫынӑн кӑмӑлне кӗме те — «уҫӑ тупма» пӗлнӗ, анчах та Алексей Мересьев ӑна парӑнмарӗ. Эсир пӳскене чернил кӗленчи тавра ҫавӑрнӑ вӑхӑтра вӑл сирӗн алӑра хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра пӗр хут ҫаврӑнса илнине асӑрхатӑр. Эпир аннепе пурӑнтӑмӑр. Кӑшт нӳрлӗрех, ҫап-ҫутӑ сенкер куҫӗсем хаваслӑн, ӑслӑн та сапӑррӑн пӑхаҫҫӗ. Ну, ирӗк парӑр ӗнтӗ. Эпӗ ӑна кунтан илсе кайӑп, унӑн эмелленес пулать, унӑн хулана каймалла. Тата ҫав мӗнпур ӗҫсене кам туса пырӗ? Сирӗн йӑласемпе законсенчи хӑшне-пӗрне кӑшт ӑслӑ та тӗллӗ тесе йышӑнма пулать. Анчах ҫапах та кайрантарах тарӑхмалла киревсӗр ӑнлантарусемпе, вӗсем ҫумне хушса каланисемпе ҫав тери пӑсса, ирсӗрлесе, вараласа пӗтернӗ пирки унтан нимӗн те юлманпа пӗрех. Анчах усаллӑх та, чура ҫыннӑн тӗттӗм, суккӑр усаллӑхӗ те, ҫӗлен пек чашкӑрчӗ, хӑй ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пӑлхатса янипе, хаяррӑн вӑрҫса авкаланчӗ. «Сире курнӑшӑн питӗ хапӑл тӑватӑп» терӗ судья: «Анчах эпӗ тавҫӑраймастӑп-ха, епле пӗр кӗтмен ҫӗртен хӑвӑра хӑвӑр кунта килессипе чӑрмантарса, пирӗн пата ҫитсе курнипе, пире савӑнтарма май тупрӑр?» Упа, пуҫне усса, хурлӑхлӑ мӗкӗрнӗ, ҫав вӑхӑтра Алексей, чармакланса тӑрса вут ҫурнӑ пек, аллинчи пурттипе упана ӗнсинчен качлаттарнӑ. Эпӗ кухньӑна самовар лартма кайрӑм. Кӗчӗ те вӑл, хай офицере тӗртсех, ун айӗнчен сӑра кӑларса лартрӗ. Ялта лӑк тулли халӑх. Ҫук-и? Эпӗ уншӑн хамӑн пурлӑха ҫеҫ мар, пурнӑҫа панӑ. Лешӗ ӑнран кайнӑ-мӗн. Уйӑха миллиард хурҫӑ канатпа туртса тӑрас пулсан та, ҫав вӑй пурпӗрех пӗтӗм тӗнчери туртӑну вӑйне ҫитес ҫук. О! — Начальствӑна пухасси пирӗн ӗҫ мар… Юлашки вӑхӑтра анне те мана сыхларах пӑхма пуҫланине сисетӗп. — Акӑ пӑхӑр ӗнтӗ вӗсем ҫине, — терӗ, кӳреннӗ уполномоченнӑй аллисене сарса ярса. — Кам ҫине те пулин шухӑшлатӑр-и эсир? «Катя, — ҫыртӑм эпӗ, — сан патна лекес тесе тӑрӑшса пӑхрӑм эпӗ, анчах та качакапа икӗ карчӑк манӑн ҫула картласа хучӗҫ. Тинех ӑнланчӗҫ: вӗсем пӗр тӗлте ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ, ансӑр ҫак карниз ҫине илсе тухнӑ вырӑна тупаймаҫҫӗ. — Тавҫӑрать вӑл! — савӑнса каларӗ Санин ун хыҫҫӑн. Сунарҫӑсем курӑкпа ӳссе ларнӑ нӳрлӗ ҫул тӑрӑх юнашар утса пыраҫҫӗ. — Юрататӑп. Вӑл чӗлпӗре ман алӑран илчӗ, ҫилхерен ярса тытрӗ, анчах сулахай алли ун хуҫӑк пулнӑ, тин кӑна сыпӑннӑ. — Ҫапла ҫав… эпидеми… пекки. — Ҫук, — тет упӑшки. — Мӗнле юлашки? — куҫҫульне ҫӑтса, пӑшӑлтатрӗ Женя. Вӑл — ун хыҫҫӑн чупсах пӗвӗпе малалла ӳпӗннипе ҫӗрелле чикелене-чикелене, йытта хыҫалти пӗҫҫинчен яра-яра тытать. Мӗн пулса иртни эпӗ ҫапла шухӑшланипе пулса иртрӗ-и е эпӗ ӑна малтанах сиссе тӑнипе-и, — ҫакна пӗлместӗп. Ҫапла вара вӑл, тарӑхнӑ чухне, васкасарах калаҫма пуҫласан, кӑштах селӗпленет, мӗншӗн тесен чӗлхи унӑн катӑк шӑл хушшине пыра-пыра лекет те сӑмаххисем чаплаттарса каланӑн илтӗнеҫҫӗ, калаҫӑвӗ таса тухаймасть. Хохол тӑчӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса, ҫӑварне чӗлӗм хыпса, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткалама тытӑнчӗ, — хӑй шап-шурӑ, ун ҫинче тутар кӗпи ура кӗллисем таранах усӑнса тӑрать. Дик Сэнд, ҫак сасса илтсе, ҫывӑрнӑ ҫӗртен самантрах палуба ҫине чупса тухрӗ те каран хӳрине ыткӑнчӗ. — Паллах, наукӑра «салтак-термитсем» текен паллӑ кӑткӑ йӑхӗ ӗнтӗ, — терӗ Бенедикт пичче антикӑри темле паллӑ йӑх е македонянсем ҫинчен каланӑ чухнехи пек саспа. — Канмастӑп эпӗ ҫав мӑн хырӑм патне. Эпир пӗрле кунта ҫеҫ курнӑҫӑпӑр. Вӑл чӗркуҫҫи ҫинчен тӑрсан, ун куҫӗ ӑнсӑртран хӑйне юрату ҫырӑвӗсене ҫӳретес ӗҫре пит пулӑшнӑ ухӑ ҫине пӑхса илнӗ. Павел кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те:— Джузеппа Гарибальди, — терӗ. Николай Артемьевич арӑмӗ ҫине ним пулман пек ҫес пӑхса илчӗ. Пуринчен те, пуринчен те чи пысӑкки-и? Ухмахсем!.. Хӑй ҫине хӑй тарӑхни, пиччӗшне ҫапла шухӑшлама май паракан ӗҫ тунӑшӑн вӑтанни, хӑй ҫав тери юратакан пиччӗшӗнчен сӑмах илтни, — ҫаксем ӑна, ҫемҫе чӗреллӗскерне, чун-чӗрине ыраттармаллах вӑйлӑн пӑлхантарса ячӗҫ, ҫавӑнпа вӑл, хӑйӗн пырне капланса хӑпаракан куҫҫуллӗ сасӑсене пурӗпӗрех чарса тӑма хал ҫитейрес ҫуккине сиссе, нимӗн те чӗнмерӗ. Унӑн пӗчӗкҫӗ пичӗ тимӗр тӗслӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫ айӗнчен пачах курӑнмасть. Пӗрремӗш чӳрече патӗнче тӗрӗ кӑшӑлӗ тӑрать, ку чӳречен шуратман пиртен тунӑ каррине усса янӑ, ун хушӑкӗсем витӗр ҫап-ҫутӑ хӗвел, мӗн тӗл килет, ҫавӑн ҫине, куҫа шартармалла ялтӑркка вут ҫаврашкисем ӳкерет; тӗрӗ ӳкермелли шурӑ пир ҫинче шӑнасем васкамасӑр утса ҫӳреҫҫӗ. Амӑшӗн хӑлхине каллех пур енчен те, чӳречесенчен, килхушшисенчен пӑлхануллӑ та хаяр, шухӑшлӑ та савӑнӑҫлӑ сӑмахсем пыра-пыра кӗчӗҫ. — Таврӑнтӑн эппин, салам! — терӗ вӑл. Лосьпа Гусев ирех вӑранаҫҫӗ. — Ӗҫ пирки те калаҫрӗ вӑл… пӗтӗмпех машина ӗҫлет, тет, ҫавӑн пирки ҫынсем алхасса пурӑнаҫҫӗ, тет… Елена паҫӑрхи пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, анчах ун ҫине чылайччен темле ӑшшӑн пӑхса тӑчӗ. — Ирӗклӗхе, — терӗ Санин. Ҫав аншлюссчен пирӗн Австри шиллингӗ ҫирӗпех тытӑнса тӑратчӗ… Эпӗ ҫӗҫҫине тыткалама та пӗлместӗп. Судӑн ҫакӑн пек приговорне илтсен, Джордано Бруно инквизиторсене лӑпкӑн ҫапла каланӑ: — Ҫав приговора эсир «ырӑ сунакан турӑ» ячӗпе йышӑнатӑр та, хӑвӑр вара ӑна манран темиҫе хут ытларах хӑраса калатӑр, — тенӗ. Шульгович полковникӑн кӑмӑлӗ питех те начарччӗ. Юлашкинчен вӗсем темле ҫырма йӗрне кӗчӗҫ те сулӑ пушшех те хӑвӑртрах юхса кайрӗ; ӑна ӗнтӗ тытса пыма та пулмарӗ. Халӗ ӗнтӗ койотсем мӗншӗн тарни паллӑ пулнӑ. Эпӗ, пӗччен юлса, тарӑн шухӑша кайрӑм. Леш мӗскӗнӗн сехри хӑпнипе чӗлхи ҫӗтсе ларчӗ. Амӑшӗ пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнчӗ. Индеецсем ӗнтӗ хурах пусма тухнӑ — вӗсем сӗмсӗрленсе, юн тӑкса, асса ҫӳренӗ ҫӗрте Генри Пойндекстер чи пирвай пӗтнӗ. — Пӗр… пӗр вилӗ кушак ҫеҫ. Нумайччен вӑл шывра чӑмса тата ишсе ҫӳренӗ, ҫапах та ҫырла сапакине тупма пултарайман. Хуть мӗнле пулсан та, пирӗн карап вӗҫсӗр-хӗрсӗр Лӑпкӑ океанта ҫухалса кайман. Темиҫе ҫул иртсен, ҫитӗнсе ҫитсен, эпӗ ача-пӑча кӗнеки ҫинче тухатмӑш карчӑка куртӑм. Макариха юмӑҫ пӑхнине курнӑ-курманах вӑл сӑмахлама тытӑнчӗ. — Ой, вӑхӑтра килтӗм-ҫке! — Ҫапла, нихӑҫан вӑранми ыйхӑпа ҫывӑраканскер. Тем хыпса тултарман-и вӑл? — Унӑн кӗписене, Наталья Евсеевнӑнне; вӗсем унта ҫакӑнса тӑнӑ, ҫунӑ хыҫҫӑн типӗтме ҫакнӑ вӗсене. …Каҫхине эпир Ермолай сунарҫӑпа «тягӑна» кайрӑмӑр. Житейкин Петра тӗпчеме тытӑнчӗ: — Кун пек тума Глеб пуп канаш памарӗ пуль-ҫке сире? Мганнга Ҫав кун, июнӗн 17-мӗшӗнче, Бенедикт пичче яланхи вӑхӑтра таврӑнманнине Уэлдон миссис ҫав тери пӑшӑрханса ӳкрӗ. — Мӗскерле усал ҫыпӑҫса ухмаха ертнӗ сана? Ман унтан уйрӑлас килмерӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗрлех кайрӑмӑр. Илинька нимӗн те чӗнмест, ман ҫине те, ашшӗ ҫине те ҫиллессӗн пӑхкалать, хӑйне сӑмах каласан кӑна ирӗксӗртен йӑвашшӑн йӑл кулса илет, ҫав кулӑпа хӑйӗн мӗнпур туйӑмӗсене, уйрӑмах ашшӗшӗн вӑтаннине пытарма хӑнӑхнӑ ӗнтӗ вӑл, ҫак вӑтану ӑна пирӗн умра асаплантаратех. Смотритель ӑҫта кайма лашасем кирлине ыйтса пӗлсен, ӑна кунта Кистенёвкӑран янӑ лав тӑваттӑмӗш талӑк ӗнтӗ кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Мӗн калаҫаҫҫӗ Оренбургра ман ҫинчен? — тесе ыйтрӗ Пугачев, кӑшт тӑхтасан. Полицейски йӗпенесрен капюшон тӑхӑнса янӑ, шак хытса тӑнӑ вӑл; ҫутӑ ҫӗрте тӑма лайӑхрах тесе-и, е калле-малле утса ывӑннӑран, вӑл хунар патӗнче тӑнӑ, хунар унӑн юлташӗ, тусӗ тейӗн. — Сана мӗн кирлӗ кунта Ганчо? — ыйтрӗ унран Мичо. Анчах мӗн тери йывӑр пулчӗ ӑна малтанхи пин утӑма утса тухмашкӑн! Ох, мӗнле тискер! Ну, вӗсем ӑна ҫавӑрса илчӗҫ. Ҫамрӑкранпа вӑл тухтӑр пуласчӗ тесе шухӑшласа пурӑннӑ, анчах чухӑн пирки ирӗксӗрех унӑн ҫав таҫти шӑтӑкри пӗчӗк хулара шкулти учитель пулнипех килӗшсе пурӑнмалла пулнӑ. Майданников ура ҫине тӑчӗ, именсе, кӗпине туртса тӳрлетрӗ, тӗтреленнӗ куҫӗпе Ҫӑрттан ҫине пӑхса илчӗ, анчах лӑпкӑн та ҫирӗппӗн ҫапла хуравларӗ: — Ун пекки пулнӑ. Ливингстон доктор манран тӗлейлӗрех пулнӑ: вӑл хӗрлӗ кӑткӑпа хура кӑткӑсен ҫарӗ пӗр-пӗринпе мӗнле ҫапӑҫнине сӑнама пултарнӑ. — Каҫарӑр мана, эпӗ хама хам алла илеймен… Вӗсен ҫурт ӑшчикки тӳрккес вӗҫкӗнлӗхпе, йывӑр йӑпӑрлӑхпа ялтӑраса тӑнӑ. Мӗнпур килти япала хуҫипе пуянлӑхӗ ҫинчен кӑшкӑрнӑ, анчах казак хӗрӗ хаклӑ йышши мебельсем хушшинчен, кӗмӗлпе тулнӑ горкӑсем ҫуммипе тирӗссӗн, ҫав япаласем хӑйне пусарса лартасран хӑранӑ пек, шиклӗн утса ҫӳренӗ. Сталин мӗнле тӑрӑшать пирӗншӗн, туятӑн-и ҫавна? Парпа ҫӳрекен яхта «Дункан» хальхисенчен чи лайӑххи шутланать. Мӗн ку?.. — Лешсем вӗсем америксем… Манӑн хам пирки ним айӑпсӑрах усал ят илтнӗ пӗр хисеплӗ дамӑна тӳрре кӑларас пулать. Аван ҫынччӗ… купса ӗнтӗ… — Курмастӑп; ӗнер, суккӑрпа, унӑн чи юратнӑ фарфор стаканне ватса пӑрахрӑм. Ҫавӑн пекех лӑпкӑ та йӑпӑлти сасӑпа, хуҫа арӑмӗ пек пулма тӑрӑшса, Лушка хуравланӑ: — Атте турӑ, пирӗн чунӑмӑра усракан, ҫӑлӑнӑҫ паракан… — Ҫавӑн пекех сутӑ туса е тырӑ акса ҫеҫ пурӑнсан та, ҫӗр ҫинче пӗлӳ илекен ҫын никам та пулмасть. Шӑнкӑрав янӑрать, пӑравус кӑшкӑртать — ҫиҫсе ялтӑракан пуйӑс станцирен хускалать. Ҫавӑн пек тума унӑн сӑлтавӗсем пулнӑ. Хусана каяр, унта вара — тӗтӗм те ҫулӑм тухиччен ҫавӑрттарар; кӗлтуса пытарам сана… Кӑмӑл пулсан, ҫитсе курма та пултаратпӑр. Вставай на борьбу, люд голодный!.. Ҫав тери хытӑ ахӑлтатса кулнипе тумла пӑрӗсем, татӑла-татӑла ӳкрӗҫ. — Ун пеккине шыраса тупма та ҫук, — кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм чун-чӗререн каласа хучӗ Куприяновна, вара сасартӑк, пӗр сӑлтавсӑрах, сӗтел ҫинче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса, тӗрӗссипе каласан, куҫарса та мар, ӑҫта килчӗ ҫавӑнта ывӑтса, савӑт-сапана шӑнкӑртаттарма тытӑнчӗ. Ӗнесене ҫине витмен картана хупса вырнаҫтарнӑ хушӑра Демка Ушаковпа Разметнов пырса ҫитрӗҫ. — Аван! — хавасланса ответлерӗ Санин. Лар, Павлуша! Анчах хваттер пуш-пушах, никамран нимӗн ыйтмаТимӗрҫ Артёма ал пачӗ те тухса кайрӗ. Унӑн кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ ҫын ырӑ чӗреллӗ пулнине тата вӑл светски пурнӑҫпа пӑсӑлса кайманнине кӑтартать; тумтирне вӑл пӗрре те вӗҫкӗн ҫын пек тӑхӑнман, пӑхсанах вӑл артист темелле. — Мӗнле шӑхӑрса тӑрса юлтӑм пулать-ха эпӗ?» Тӗрӗксем ушкӑнӗпех малалла туртӑнаҫҫӗ, хӑйсем пӗр чарӑнмасӑр переҫҫӗ. Вал «Дункан» Клайд заливне кӗни ҫинчен капитана пӗлтерчӗ. — Эс ху та часах пӗтӗн, — терӗ Дик. Ун лӑпкӑ сасси, хӑюллӑн пӑхни португала йӑлт уртарсах ячӗ. Хулара ҫапӑҫу пӗтмен, а эпир кунта ҫаксемпе аппаланатпӑр», тетӗп. Шуҫӑм киличченех ӗрлешеҫҫӗ те, кӑнтӑрла мӗн ӗҫ туни пултӑр вӗсен? Пирӗн унта пурпӗрех кӑмрӑк тиеме чарӑнса тӑмалла пулать, ҫапла вара эсир пире нимӗн чухлӗ те чарса тӑмастӑр. — Илтнӗ те пуль эсир Татаринов тенине? Ҫӑкӑр, какай, пахча-ҫимӗҫ пури? М-овра чух ҫак кӑмӑлсӑр шухӑшпа ҫаппа-ҫарамасӑн тӑратӑп та эпӗ комисси умӗнче. Шӑп ҫак казаксем хушшинче, ҫак сакӑр полк хушшинче пӗр полк уйрӑмӑнах палӑрса тӑрать. Ку полка Тарас Бульба ертсе пырать. Ҫиессе ҫамрӑккисем анчах ҫирӗҫ, хуҫисем маларах апатланнӑ пулнӑ. Вӗсене кӗмсӗркке атӑсем тӑхӑнса янӑ Федька пӑхрӗ, ӑна ку ӗҫсенче чӑх-чӗп пӑхакан, кӗпе-йӗм ҫӑвакан вырӑнӗнче ӗҫленӗ Анфисушка ятлӑ ключница — хастар сӑн-питлӗ, хӑнчӑр куҫлӑ хӗрарӑм пулӑшса тӑчӗ. Ҫапах та эсӗ, Корчагин, сӑмах кала вӗсене, унсӑрӑн мӗнле пулать-ха? Эпӗ уҫӑ вырӑнта тӑраттӑм пулин та, вӑл мана асӑрхамарӗ, анчах эпӗ ҫав тери пӗкӗрӗлсе, хуҫланса лартӑм, ҫӗрпе танлашнӑ пекех пултӑм. Фидина эпӗ, кахал, тирпейсӗр пулнӑшӑн тата производствӑна йӗркесӗрленӗшӗн комсомолран кӑларма сӗнетӗп. Тип ҫӗр ҫинче лашасемпе те тӗве ушкӑнӗсемпе, тинӗсре парӑслӑ пӗчӗк кимӗсемпе кӑна ҫӳренӗ. Ун пек мар-и!.. Вӗсене илмелле… унтан вырнаҫтарма хулара вырӑн тупмалла пулнӑ. Ҫакна курчӗ те Андрей хӑраса ӳкрӗ. Кашни кун Давыдова пӑшӑрханмалли ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ синкер кӳрсе тӑрать. Кӳмере хыпашланӑ май тата килнӗ ҫынсене анма пулӑшса, Мойсей Мойсеич сасартӑк ҫаврӑнчӗ те шыва путнӑ чух пулӑшма чӗннӗ евӗр сасӑпа пырӗ татӑласла кӑшкӑрса ячӗ: — Соломон! Вилнӗ ҫын ӳчӗ бруствер тӑррине ҫапӑнса канавалла шуса аннине курсанах, Володя юпа пек хытса тӑчӗ, анчах та ҫавӑнтах ӑна бастион начальникӗ тӗл пулчӗ. Вӑл приказсем пачӗ, прислуга валли уйӑрса хунӑ блиндажпа батарея патне илсе кайма проводник те пачӗ. Ҫӳрессе вӑл ним чӗнмесӗр ҫӳренӗ, такама шыранӑ евӗр, куҫӗпе ҫынсене питрен чӗрнепе чавнӑ пек пӑхнӑ. Вӑл темӗнле урӑхла Николай. Темӗнле фон-Вышимирский промышленник. Вунӑ минут та иртме-ха, килет пуль-ха вӑл мана курма. — Вӑл ман пата килсе ҫӳренине те пӗлме ӗлкӗрнӗ пулать? Кӗнекесене пурне те вуламалла, вара тӗрӗссисене тупӑн… Кӗвӗҫӳн урнӑ тискер кайӑкӗ хӑйӗн тӑвӑр пӳлӗмӗнчен сиксе тухасшӑн пулчӗ, анчах эпӗ ҫав тискер кайӑкран хӑрарӑм, ӑна ҫийӗнчех каялла питӗрсе лартрӑм. Ыйӑхран вӑраннӑ Ковалев ӑнсӑртран тӗкӗртен пӑхрӗ те курах кайрӗ: сӑмса! аллипе ярса тытрӗ — чӑнах та сӑмса! Офицерӑн кашни сӑмахех виҫеллӗ пулмалла. Офицер — сӑпайлӑх, йӗркелӗх ӗлки. Вара Тихон Вялов хӑйӗн сӑмахне — Петр пӗлекен сӑмаха, тепӗр хут каларӗ: — Этем — ҫип арлать, шуйттан пир тӗртет, ҫапла вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр пулса пырать те ӗнтӗ. Оленин унӑн сасси тӗлӗнмелле тухнипе ҫаврӑнса пӑхрӗ те старик макӑрса ларнине курчӗ. — «Йӑлтах Германи валли», — терӗ Алексей те, ҫак кинжал хай аллине мӗнле майпа лекнине аса илсе. — «Йӑлтах Германи валли…» Бояркин урала ҫинче темскер хыпашлакаларӗ. Пирӗн теплушкӑсем хыҫҫӑн станоклӑ платформӑсем те кӑкарса янӑ иккен, кухня ӗҫлӗхрен тухнӑ, сӗтпе помидор туянас тесен станцӑна ҫитессе кӗтмелле. Пушӑ пӳртӗме килсе кӗтӗм эпӗ. Инҫетри кӗтессенчи католик прихочӗсен ывӑлӗсем тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. Танксем лайӑхрах курӑнччӑр тесе, вӑл бруствер ҫине лартса янӑ темиҫе пӗчӗк турата кӑларса илчӗ. Вӑл куҫӗпе пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ те ҫавӑнтах кӗнекесем хунӑ сентре патнелле вӑраххӑн, вӑрттӑн йӑпшӑнса пынӑ пек утса пычӗ. — Эпӗ комсомолец, эсир мана идеализмпа айӑплатӑр. — Сана сивӗ-и? — ыйтрӗ Ромашов. Нивушлӗ гарем ҫинчен илтмен? Хӗрарӑм тарҫӑсем чупса пычӗҫ ун патне, аран-аран вӑйпа салтӑнтарчӗҫ, сивӗ шывпа тата тӗрлӗ спиртсемпе лӑплантарчӗҫ — йӗркелесе вырттарчӗҫ те ӑна, вӑл тӗлӗрсе кайрӗ. Господин Петер Альтман ӳсӗрсе илчӗ те сехечӗ ҫине пӑхрӗ. Эсир ман шутпа кунта ытлашши; сире чӑтма пултараймастӑп; сире кураймастӑп, ку та ҫитмест пулсан… — Ҫапла каларӗ те вӑл, кӗтмен ҫӗртенех, хӳшӗ юпине чышса илчӗ, ҫӳлтен вара кӑвайт ҫинелле типсе кайнӑ лӑсӑ кӑштӑрах тӑкӑнчӗ. Корчагин ҫинчен нимӗн те илтӗнмест. Ҫакӑн пек киревсӗр условисенче, ҫакӑн пек ӗҫ хатӗрӗсемпе, ҫакӑн чухлӗ ӗҫ вӑйӗпе ҫула вӑхӑтра туса пӗтерме май килменнине эпир Патошкинпа иксӗмӗр кӑна пӗлетпӗр. — Акӑ, — терӗ вӑл, — мӗнле услови кӑларса тӑрататӑп эпӗ хам енчен: эсир мана, сэр, Англин правосуди аллине пама хатӗрленетӗр вӗт? Тепри, хӑйне хӑй хисеп тӑваканни, эс пулӑшма пӑхнипе кӳренме те пултарӗ, эс ӑна палӑртмасӑр пулӑш… Шӑллӑм вилсен, пӗр виҫ-тӑватӑ кунтан, кукаҫей мана каларӗ: — Паян иртерех ҫывӑрма вырт, тул ҫутӑлнӑ чухнех тӑратӑп, вӑрман вутӑ патне каятпӑр… Ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпӗ, тепӗр чӗрӗк сехетрен, совхоз алӑкӗ патне ҫитсен, ҫав тери кӑмӑлсӑр пултӑм. Миноносец кубрикӗнче ӑна тепӗр стакан спирт панӑ. Берсенев ӑна ҫакӑн ҫинчен пӗлтерчӗ. Унпа пӗрлех унӑн ҫамрӑк сасси те, ҫамрӑк та таса хӗр ӳчӗн ӑшши те сывлӑшра юлнӑ пек туйӑнать. Анчах куҫӗсем — туларах мӑкӑрӑлса тӑракан симӗсрех куҫӗсем — Мересьев ҫине ҫав тери ҫуттӑн, кӑмӑллӑн, чӑн-чӑн туслӑн пӑхрӗҫ, ҫавӑнпа та ку таранччен курман-палламан хӗр тахҫантанпах палласа пурӑннӑ ҫын пек, унпа пӗр кил-хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ пекех туйӑнчӗ. Яш вӑхӑтри пурне те пӗлме хапсӑнакан харсӑр куҫӗсемпе вӑл ирӗксӗрех ҫав ҫӳхе ҫитсе кӗпе айӗнчен палӑрса тӑракан, лайӑх упраннӑ хӗрӗн чӑп-чӑмӑр кӑкӑр-ҫурӑмне, хӑй ҫине чӑтма ҫук пӗлесшӗн пулнӑ чухнехи пек пӑхакан илемлӗ хура куҫсене асӑрхарӗ. Ну, тетӗп, мӗн пулать те мӗн килет, хальхинче пӗтӗм чӑнлӑха пӗр пытармасӑр каласа паратӑп; кун пек туни тар пички ҫине ларса ӑна, ӑҫталла ыткӑнтарса ярать-ха тесе, вылямалла хыптарса янипе пӗрех пулин те, ҫапла йышӑнтӑм эпӗ. — Катя, эпӗ сан патна тесе. Ӗҫсем ҫакӑн майлӑ пулса тӑнипе Гленарван пӑшӑрханма пуҫларӗ. Сенкер уяр тӗс ҫинче унӑн кӗлетки уҫҫӑн, пит лайӑх палӑрса тӑрать. Санин, хӑй шухӑшланине тӗрӗс пурнӑҫласа, укҫи-тенкине ҫав тери тирпейлӗ тыткаланӑ, вара унӑн укҫи Франкфурта пырса кӗнӗ кун шӑпах Петербурга ҫитмелӗх юлнӑ. — Пыр, хӗрӗм, пыркаласа ҫӳре! — Ӗҫ сирӗн, полковник. Анчах эсир чӗнсене те пулсан салтма ирӗк парӑр, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Вӑл ҫур сехете яхӑн каларӗ, юлашкинчен унӑн сасси хӑйӑлтатакан пулчӗ. Хӗвел аялта тӑнӑ — кӑнтӑрла иртни ҫичӗ сехет пулнӑ ӗнтӗ, — ун чалӑш та сарлака, Розелли г-жан пӗчӗк пахчине пӗтӗмпех ҫутатса тӑракан пайӑркийӗсенче ылтӑн тӗсрен кӗрен тӗс ытларах пулнӑ. Ҫапах та, ҫавӑн пек хавасланнӑ хыҫҫӑн шутсӑр ҫывӑрас килсе кайнӑ. — Мӗн шайласа илме пулать-ха? — тет малалла Гленарван. Эпӗ ҫавна кӗтнӗччӗ те — тӳрех уҫланкӑна. Пӗр карчӑк вӑлашка ҫӗкленӗ, крыльцо ҫинче сыснисене йӑхӑрса тӑрать. Сыснисем харӑссӑн пӗтӗм кӑмӑлтан нӑриклетсе хирӗҫ сасӑ параҫҫӗ. Хӑй тарӑхне вӑл ӑҫта килнӗ унта палӑртнӑ, хӑйне усал тума шухӑшламан ҫынсене те, хӑйӗнчен вӑйсӑртараххисене те тиркесе тӑман вӑл, пурне те кӳрентернӗ. Вӑл хаяр судья умӗнче тӑрать. Каҫ пулчӗ. Вӑл аманнӑ ҫын пуҫӗ вӗҫне кукленсе ларчӗ, хунар ҫутинче ӑна питӗнчен пӑхса илчӗ те сасартӑк тӗлӗнсе кайса хыпӑнса ӳкрӗ: — Жигалов? Манӑн учитель, тепӗр хут калатӑп, — лакей, ҫынлӑхран тухнӑ чӗмсӗр чӗрчун, хула пуҫлӑхӗн приказӗ тӑрӑх пурӑнаканскер. Хам ачасен ҫуртӗнчен тарса кайнӑ пирки вӑл пӗр сӑмах та каламанран ман кӑмӑла хӑварчӗ, илтмен пекех пулчӗ вал ун ҫинчен. Наталья унӑн ирӗк пурнӑҫне, унӑн куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ялкӑшнине ӑмсаннӑ. Казаксем кордона чуптарчӗҫ, ыттисене вӗҫертес марччӗ! — Мӗскер калаҫатӑн эсӗ, Бен Роджерс? Палламан ҫын тӗрӗс каланӑ мӗн — кипарис курӑнма пуҫличчен хӗвел пытанса ларнӑ. Юлашкинчен ун ҫурти ҫути те сӳнет, чӳрече шалтлатса хупӑнать, эпӗ, тӑр-пӗччен тӑрса юлатӑп та, ӑҫта та пулин, чечексен йӑранӗ патӗнче е хамӑн вырӑнӑм ҫывӑхӗнче шурӑ хӗрарӑм курӑнмасть-ши тесе, унталла-кунталла хӑюсӑррӑн пӑхкаласан, галерейӑна хӑвӑрт чупса каятӑп. Тӗллӗр. — Тӑна кӗрсе ҫитеймен элементсем, Сидорчук. Ҫакӑ та контузирен килет-и?» — тетӗп. — Санӑн мӗн тӑвас килнине пӗлместӗп эпӗ, — ответлерӗ Яков, ывӑнчӑклӑн анасласа. Вӗсем пит нумай ҫухалса ҫӳрерӗҫ, тата лашисем кӑпӑкланса кайнине пӑхсассӑн, таҫта инҫете кайса ҫӳренӗ курӑнать. Арҫын тем ыйтнӑ пек хӑна куҫӗнчен пӑхса илчӗ те, каллех кулса, малалла каларӗ: — Пысӑк вӑйлӑ ҫын!.. Хӑюллӑ… тӳрех калать, — эпӗ, тет. Вӑл инкек пулни ҫинчен ним те пӗлмен. — Il ne fallait pas danser, si vous ne savez pas! — хӑлха тӗлӗнчех илтӗнчӗ аттен ҫилӗллӗ сасси, мана хуллен тӗкрӗ те ман хӗрӗн аллинчен тытрӗ, куракансем пурте ырланӑ хушӑра унпа авалхилле пӗр хут ташласа ҫаврӑнчӗ те ӑна вырӑнне килсе тӑратрӗ. Паян ак студент ун патне ҫакӑн пек ирех килнине вӑл хӑй куҫӗпе хӑй курчӗ. Марийка ӑна хӗрринчен ҫӗклесе уҫса пӑхрӗ те — тӑруках сӑн-питрен улшӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш хут хӑҫан курса калаҫассине те палӑртса хунӑ. Пӳртӗн ҫийӗ те, чӳрече рамӗсем те, алӑкӗсем те, урайӗ те ҫук. — Акӑ, кур — эпӗ хӗрӗх ҫулта, санран икӗ хут аслӑрах, санран ҫирӗм хут ытларах курнӑ. Ӑна никам та ответ памарӗ, анчах унӑн, шухӑшласшӑн мар пулнипе, питех те калаҫасси килчӗ. Гремячий Лог хуторӗнче пурӑнса ирттернӗ пӗр эрне хушшинче Давыдов умне тӗрлӗрен ыйтусем хӳме пекех капланса тухса тӑчӗҫ… — Нумай ҫын вилнӗ-и, Бак? Шутла-ха, ачам, мӗн пулнӑ пулӗччӗ, э? Ҫӗр Галлей кометин хӳри витӗр 1910 ҫулхи майӑн 19-мӗшӗнче тухнӑ. Умне кӑкшӑмпа шыв лартнӑ, ун ҫине пӗр чӗл ҫӑкӑр хунӑ. Огнянов чӳрече тӗлӗнче тӑрать, тухтӑр алӑк патӗнче. Семён Дегтярев каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, повозка хыҫҫӑн утакан озеровецсем хушшинче вӑл такама шырарӗ. Вӑрлӑхӗсем, кӳлмелли хатӗрсем йӗркеллӗ-ши?.. Чула сӑнаса пӑхнӑ вӑхӑтра вӑл ун ҫине каранташпа темскер ҫырнине асӑрхарӗ. Ҫырни патне хунар тытса, вӑл ҫакна вуларӗ: «Чипер юл, виконт господин. Истребительсен полкӗнче кун пек сасӑ эскадрилья командирӗн — Андрей Дегтяренкӑн ҫеҫ пулнӑ. Марко вырӑнӗнчен хускалмасӑр тарӑн шухӑша кайса вӑрахчен ларчӗ. Ун хыҫҫӑн, кӗрешекенсем кӑшт кӑна уйӑрӑлсассӑн, мексиканеца пурте аванах курнӑ. Халачӗ те, калпакӗ те, яраписем те пурте йӗрӗнчӗк! Саладерора выльӑхсене пусаҫҫӗ, сӗткенлӗ ҫаран ҫинче мӑнтӑрланнӑ выльӑх кунта меҫник ҫӗҫҫи вӗҫне тӑрӑнать. Вӑл ҫак патаккипе пирӗн алӑка шаккарӗ, ман атте ӑна хирӗҫ алӑк умне тухсан, ҫиллес сасӑпа хӑйне пӗр стакан ром пама ыйтрӗ. Пӑтасемпе ҫапса витӗр шӑтарнӑ алӑсемшӗн-и? Ромашов кравать ҫинчен майӗпен ҫӗкленчӗ те, ҫурӑмӗпе тата атӑ тӗпӗсемпе рамӑн хире-хирӗҫле сулисем ҫумне тӗреленсе, уҫӑ чӳрече ҫине ури-мӗнӗпех хӑпарса ларчӗ. Вӗсенчен ҫурри шӑнса пӑсӑлса пӗтнӗ. Серёжа ревком ӗҫӗсемпе кунӗ-кунӗпе чупса ҫӳрет. Ҫынсенчен мала каясси, вӗсенчен ҫӳлерех тӑрасси. Пӑх акӑ! Пӑх кунталла, — терӗ Лукашка. Вӑл Ергушова хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ те ӑна хыттӑн кӑна хӑй патнелле туртрӗ. Пӗлетӗн-и: ҫак кунсенче ман чун ыратать, аптӑрасах ҫитрӗм, хама тымартан тӑпӑлтарса илнӗ пекех. Хӑлхасӑр та чӗлхесӗр! 2-мӗш числара, ирхине 6 сехетре, пирӗн хаклӑ япаласем «Валкирия» ҫинче пулнӑ ӗнтӗ. Капитан пире пӗр тӑвӑртарах каютӑна кӗртсе вырнаҫтарчӗ. Ытлашширех ирттерсе каларӑн эсӗ ӗнер, Давыдов юлташ! Тарпа сирпӗнтерсе яратӑп! Ушкӑн вӑл шутланӑ вырӑнта мар, урӑх ҫӗрте. — Епле мӗнле майсемпе? Тарӑ килте пулман, вӑл калаҫӑва хутшӑнма пултарайман. — Миките пичче, урусене юсаса сырас пулатчӗ, аттусем шӑтӑк, — тенӗ кухарка. Вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, туртса ячӗ, хӑй вара бригада пӗтӗм ҫурхи ҫӗртмене миҫе кунта пӗтерме пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ, вӑйлӑрах виҫҫӗмӗш бригадӑран темиҫе плуг илсе, кунта ярсан аван пулмӗ-ши, тесе те шутласа илчӗ. Назаркӑпа пӗрле айккинчи урамалла пӑрӑнса кӗрсен, вӗсем юнашар ларакан икӗ пӳрт патне пырса чарӑнчӗҫ. Сывлӑш кунта аялта, шурлӑх патӗнчи пек мар, вуҫех урӑхла — уҫӑ та таса. Хӗрӗ пикенсех итлерӗ. — Орлов — ӑста пулнӑ, вӑл сӗтел-пукан тунӑ, сехетсем юсанӑ, йывӑҫран тӗрлӗ кӗлеткесем касса кӑларнӑ, вӗсенчен пӗрне — ҫарамас хӗрарӑм кӗлеткине — ман патра пытарса хунӑ-ха. Ку Язоновски редут — 4-мӗш бастионпа танлаштарсан, ку вырӑнта нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук, пӗртте хӑрушӑ мар кунта. Унтан тата, сирӗн пистолетсем ҫук-и? «Начар пулмалла пирӗн ӗҫсем, — шухӑшларӗ Лозневой, — питӗ начар!». Хӗрӗн кӳрши лӑпкӑн та тӗпчевлӗн тимлет. Алӑкӑн шал енче, Рита пӳлӗмӗнче, сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, такам гитара калать. Кӑмака ҫумӗнче ӑшӑ ыйӑха путнӑ хӗрача, сасартӑк ҫӗкленсе, пирӗн ҫине нимӗн чӗнмесӗр хӑравҫӑ сӑн-сӑпатпа пӑхма пуҫларӗ. Хӑйӗн юлташне чӑнах та вӗлернине пӗлнӗ хыҫҫӑн, Михайлов унчченхи пекех хашкаса, лӑпчӑна-лӑпчӑна ларса, каялла сӗтӗрӗнчӗ. Анчах Володя ман ҫине: «иксӗмӗр кӑна чухне эсӗ манпа апла калаҫмастӑн-ҫке» тенӗ пек пӑхса илчӗ те пӗр чӗнмесӗр айккинелле пӑрӑнчӗ, эпӗ хӑй ҫумне татах ҫулӑхасран шикленчӗ пулас. Мӗншӗн-ха вӑл ӗлӗкрех ҫав фон ҫинчен пӗрре те асӑнмастчӗ? Унӑн сӑн-пичӗ шуранка, куҫӗсем кӗленчелле. Бернуили сӑмсахӗ Джон Мангльс пирвайхи тивӗҫлӗхпе икӗ якӑрне антарма васкарӗ. Вӑл хумханнипе анасласа илчӗ, ку вара унӑн пӗчӗк те пӗркеленсе ларнӑ пит-куҫне кулӑшла турӗ. Ҫак самантра вӑл, Лушка калаҫма чарӑнтӑрччӗ тесе, унӑн кулса тӑракан тутине ывӑҫ тупанӗпе хуплама та хатӗр. Шинельне хулпуҫҫийӗнчен уртса, ҫамка хӗрринчи тӗссӗрленсе, лӳчӗркенсе пӗтнӗ ҫӳҫ пайӑркисене шӑлкаласа, Лозневой пӳртумне тухрӗ; сӑнӗ-пичӗ салху, тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑран ӗнтӗ, кӳпченӗ. Атте пӗр урине тепри ҫине хуҫлатса хунӑ; хӑрах атти унӑн ҫӑварне карнӑ, унтан икӗ пӳрни тухса тӑрать, вӑл вӗсене выляткаласа илет. Озеров полкӗ Мускав таврашӗнчи пӗр пысӑк яла вырнаҫрӗ. — Манӑн вилнӗ пиччене Питер Уилкса тумлантарма пулӑшнӑ пӗр-пӗр ҫын ҫук-ши кунта? Ҫапла майпа нумайран та тепӗр хӗрӗх сакӑр сехетрен ҫулҫӳревҫӗсем унӑн тарават кӗрекинче ларӗҫ, юлашкинчен йывӑр ҫул хыҫҫӑн кайӗҫ! Эпир ӗҫсе калаҫса лартӑмӑр. Ҫав пухура, тӗнчери лару-тӑру ҫинчен каласа кӑтартнӑ май, докладчик лайӑх географи картти ҫуккипе аптрама пултарнӑ. — Ну, лар, вырӑнлӑ пул! Вӑл сасартӑк Пӑвансӑр ӑна та тӗнче темӗнле пушӑ та кичем пек туйӑнассине ӑнланса илчӗ. Вӑрманӗ ватӑ та чӑтлӑх. Халӗ вӑл ҫурӑм шӑмми ҫумне ҫыпӑҫрӗ. Широкогоров французла пӗлет, Гаррис ӑна хӑйӗн иккӗмӗш тӑван чӗлхи вырӑнне шутланӑ, Воропаев калаҫӑва е вырӑс, е акӑлчан чӗлхисемпе хутшӑнчӗ. Калаҫу эрех ҫинчен пырать. Анчах — Рубцов Адмиралтейски слободара, Шапошников — Тутар слободинче, инҫетре, Кабан хыҫӗнче, пӗр-пӗринчен пӗр пилӗк ҫухрӑмра пурӑнатчӗҫ те, эпӗ вӗсене питӗ сайра курма пултараттӑм. Клюбер г-н ҫинчен калатӑр-и? — Лаша тата? — тӗпчерӗ Джек. Тавай урӑх ҫул шырар, вӗсем патӗнчен иртсе каяс марччӗ. Николай Антоныч хӑрах аллипе алӑк уҫрӗ, тепринпе мана, кушак ҫурине кӑларса пӑрахнӑ пек, пусма ҫине кӑларса пӑрахрӗ. Анчах Мавра урай ҫума тытӑннӑ. Равенна — легатствӑн тӗп хули, ҫавӑнпа та закон тӑрӑх, чи пысӑк ӗҫсене унта ҫеҫ, трибуналта пӑхса тухмалла. Хам пурнӑҫа шеллемесӗр тӑма ухмах мар-ха эпӗ, мана вӑл тӳпелешни-ҫапӑҫни пачах та кирлӗ мар. Пурте шӑртланаҫҫӗ, пурте кӑшкӑраҫҫӗ, пур япалан та хакӗ ӳсет. — Эпир ҫак лава сийӗнчен тухсанах пулӗ. Пачах урӑхла пулмалла пек ӗнтӗ. Манӑн суд пуҫланнӑ ҫӗре каялла тавӑрӑнас пулать. Хырӑмӗ ҫинче аллисене хӗреслетсе тытса, ура ҫинчех тӑчӗ вӑл, ҫак ҫылӑхлӑ тӗнче тӑрӑх унӑн чӑнласах та ҫӳресси килмерӗ. — Игумен отче, — пашкаса, йӑлӑннӑ сасӑпа сӑмах хушрӗ Гедеон атте, — игумен отче, хӑвӑра парӑннӑ тӑванӑра ҫак йывӑр шӑпаран хӑтарсан лайӑхрах пулмӗччӗ-ши теп те? Ахаль ӗҫлемен. Пӗр вунпилӗк е ҫирӗм минут иртрӗ, ҫав минутсем ытла та кӗтсе ывӑтмалла вӑраххӑн иртнӗн туйӑнчӗҫ Тома. Пӑрахут ураписем ӗҫлеме чарӑнчӗҫ. Том кимӗ ӑшӗнчен тухрӗ те ҫыран хӗрринелле ишсе кайрӗ. Ӑнсӑртран пӗр-пӗр иртен-ҫӳрене тӗл пулас мар тесе, вӑл пӗр аллӑ ярд ытлашши ишрӗ те ҫырана хӑйне кирлӗ ҫӗртен анаталларах тухрӗ. Губкомол секретарӗшӗн Р. Устинович». Тӑвӑр баракра иртсе-ҫӳреме те май ҫук. Ҫапса пӑх эппин! — юнаса та шӑппӑн каларӗ вӑл. Ман алӑра пӑшал-ҫке. Ҫаплах каларӑм, пурте илтрӗҫ. Маншӑн пулсан, пӗтӗм ҫӗр-шывӗ пӗтсе лартӑр хуть, пурпӗр ӗмӗрне те урӑх сасӑламастӑп. — Пуҫсӑр юланут! — сасӑ ян кайнӑ пек янӑрать пӗр аллӑ сасӑ. Халӑх ушкӑнӗ ӑна кӗтсе кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. «Килет-ха авӑ тӑшман!» — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ пӗр хӗрарӑм Давыдов ҫинелле кӑтартса. — Ну? хатӗр-и? — янӑраса кайрӗ хаваслӑ сасӑ. Ҫапла вӗт? Вильсон лашана тытса килчӗ. Эпӗ кам пулнӑ вара? Вӗсем ӗҫме тата юрлама ирхи апат хыҫҫӑнах пуҫларӗҫ те чылай ҫӗрлечченех чарӑнмарӗҫ, ҫак хушӑра вӗсене вӗҫсӗр-хӗрсӗр юрӑсӑр пуҫне нимӗн те интереслентермерӗ, юррин майне-шывне вара пурпӗрех тупаймарӗҫ — те чӑнахах унӑн вӗҫӗ ҫук, те ӑна епле вӗҫлемеллине хӑйсем пӗлмерӗҫ. Анчах эсӗ мӗншӗн-ха Алексей мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтмастӑн? Хӑш-пӗр ҫӗрте, траншейӑсенче наблюдательсен каскисем ҫутӑлкаласа илеҫҫӗ. ГПУ-ран мана Захарченко шӑнкӑртаттарать: «Ӑҫта хумалла вӗсене? — Эпӗ ӑна ӗнентерме тӑрӑшрӑм, анчах усси пулмарӗ… — Ан ҫыпӑҫ. Вӗреннӗ лакей вилес пек хӑраса ӳкрӗ; анчах Базаров ӑна, инҫетрен пӑхса тӑнисӗр пуҫне, нимӗн те тумалла мар, нимӗнле ответ та тытмалла мар, тесе лӑплантарчӗ. Енчен эпӗ ӑна мана сутмасан, эп вилетӗп, Казбич! — терӗ Азамат чӗтрекен сасӑпа. Вӑл кучерӑн хытӑ хӑранипе шурса кайнӑ пит-куҫӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, анчах коридорта ура сассисене тата хӗҫсем чӑнкӑртатнине илтсен, пӗтӗмпех ӑнланса илчӗ. Пӗррехинче, ним ҫине пӑхмасӑр утса пынӑ чухне, вӑл кӑштах темле поляк панӑн кӳмме урапи айне пулатчӗ, ларчӑк ҫинче ларса пыракан кучер, питех те вӑрӑм майӑхлӑскер, ӑна пушипе аванах туртса ҫапма ӗлкӗрчӗ. — Широкогоров кресло аяккисем ҫине чавсаланчӗ те, аллисене, темрен тасатнӑ пек силлесе илсе, Воропаевран ҫапла ыйтрӗ: — Сире хӑвӑра, хаклӑ полковник, ҫӑмӑл пулнӑ-им? Хӑрушӑ кунсем Каҫ пуличчен урӑх вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ. Нина Капитоновна каларӗшле, — «Ухмаха ернӗ». Ҫуркунне вӑл Ленинграда кайса Марья Васильевна валли ҫав тери хаклӑ йышши жакетка, ҫунатлӑ ҫанӑлӑскерне, илсе килнӗ. Пӗр уездра пурӑнакансен хӗрне, шуранкаскерне, тупасшӑнччӗ. Анчах эпӗ влаҫа сутмастӑп. Ҫак ҫын пур чух хам асапланмасӑр тӑма пултарайманнине, йывӑр пулсан та, мана йышӑнма тиврех. Вӗсем кинори хитре хӗрарӑмсен сӑнӗсене тата ют пейзажсен ӳкерчӗкӗсене кӑларса пӑрахрӗҫ, нимӗҫсен картонӗпе хутне сӗвсе илчӗҫ, стенисене чӑрӑш, хурӑн тураттисемпе илемлетрӗҫ, вара вӗсен ҫӗр айӗнчи шӑтӑкӗ тек хӑйӑр юхнипе кӑшӑртатмарӗ. Ӑс усӑсӑр пурӑнмасть, анчах ӑҫта усӑ пур — унта ӗҫ тӗплӗ пулать. — Эпӗ ӑна ӑнланатӑп, — терӗ Голышев кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — сире кӳрентерместӗп пулсассӑн, тӳрех калатӑп: унӑн пурнӑҫӗнчен эсир кӑштах уйрӑлса кайрӑр. Надзиратель каҫхи апат илсе килчӗ. Пӑван ун ҫине йывӑррӑн пӑхса илчӗ. Ӗҫсессӗн Артамонов ҫынсем ҫине ӳпкелешнӗ, платникӗ ӑна йӑпатнӑ. — Лектереймерӗм пулас, сэр, — терӗ вӑл. Вӗсен хушшинче куҫӗсене кӑларса илнӗ акӑлчансен пуҫӗсем те пулмалла. — Мӗнрен апла? Кӗтӳ ҫӳрекен вырӑнтан леререх илепер чечеке ларнӑ. Вӑл мак ҫул ҫӳремелли хута кӗнеке ҫине ҫырнӑ хушӑра, эпӗ ун кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем ҫине, тахҫантан хырман тарӑн пӗрӗнчӗклӗ пичӗ ҫине, курпун ҫурӑмӗ ҫине пӑхса, виҫ-тӑват ҫул хушшинче ҫирӗп арҫынтан имшер старик пулса тӑнинчен тӗлӗнсе тӑтӑм. Сквайр тӑшмансем ҫичӗ пӑшалпа пенине асӑрхани ҫинчен, Грэй — саккӑр, е тӑххӑр пени ҫинчен ӗнентерме тӑчӗҫ. Ҫавӑнпа эсӗ, тусӑм, ан шарла, сысна ҫӑвне, пыла, ҫӑнӑха виҫмесӗрех пар. Хӑйӗн упӑшки ҫакӑн пек хӑтланнине курма вӗреннӗ мӗскӗн карчӑк сак ҫинче хуйхӑллӑн пӑхса ларать. Докторсем эмелленӗ вӑхӑтра чирлӗ ҫын самайланма тытӑнсан, вӗсем вара чирлӗ ҫын тӑванӗсене унӑн чирӗ хӑйсем тимлӗн тӑрӑшнине пула иртсе кайма пултарни ҫинчен каласа параҫҫӗ. Лисицын, урнӑ пек пулса лач сурать те, ҫынна пӗтерсех лартакан сӑмахпа: — Шӗлепке! — тесе хурать. — Ку вӑл урӑх япала, — терӗ те купца шӑпланса ларчӗ. Хӑвӑртрах утас пулать, ҫул вара ялан тӑвалла хӑпарать, чылаях чӑнкӑ. — Мӗншӗн? — Ҫапах та эс пирӗн диван ҫинче кам ҫӗр каҫнине каласа паратӑнах пулӗ, тетӗп. Ҫӑл-куҫӗнчен йӑр-йӑр юхса тухакан пӗчӗк шыв юхӑмӗ, шӑнкӑртатса та тухатмӑшла мӑкӑртатса, ҫырманалла чупса кӗрет. Кушак ҫури чӗтренсе илчӗ, куҫне хӗсрӗ те сӗт лӗрккеме пикенчӗ. Капитан ӑна трубкине пачӗ. — Юрать. Вара вӗсем пӗр-пӗрне майран еркӗнӗсем ҫинчен, унӑн ӗҫкисем, алхасса пурӑннисем ҫинчен каласа кӑтартма тапратрӗҫ. — Шӑпах ҫавӑншӑн! Эпӗ хама лайӑх туятӑп. Хӑмӑр куҫусемшӗн юрататӑп, вӗсемпе пӑхса илетӗн те эс, чунӑм та хавассӑн кулса илнӗ пек туйӑнать: савӑнӑҫлӑ та питӗ лайӑх ӑна; хура уссисене те эсӗ ытла кӑмӑллӑ хускатса илетӗн; урампа пынӑ чух юрлатӑн, бандура калатӑн, сана итлеме те питӗ кӑмӑллӑ». Ан шутла! Ҫав пур ҫӗрте те хӑйсем хыҫҫӑнах ҫӳрекен вилӗм пӳрте килсе кӗнине сиснӗ пекех, аманнисемпе чирлисем пурте вӑранса, вырӑнӗсем ҫинчен тӑма пуҫларӗҫ… Тем каласшӑн пулнӑ Элиав. Пӗлмелле-ҫке-ха, кӑнтӑр еннерех тата ҫӗрсем пур-и, е сирӗн аслаҫӑр Дрэк шухӑшланӑ пек, аслӑ тинӗс полюс патне ҫитиччен уҫӑлса пырать-ши? Эпӗ выртакан актовӑй зал хӑйӗн ятне тивӗҫлӗ пулнӑ ҫав. Ах эсӗ, чее шеремет! Елена кашнинчех кӑмӑллӑн кӗтсе илет, вӗсем хушшинчи калаҫу та яланах чӑн-чӑн интереслӗ пулать, апла пулсан та килне Берсенев час-часах хурланнӑ сӑн-питпе таврӑнать. Этем арканнӑ! «Тӑванӑмҫӑм! — питӗ хӑвӑрт та чӑр-чар, вӗҫекен шухӑшне аран ҫырса пыма ӗлкӗрчӗ вӑл. Вӑл Инсаров салтӑнмасӑрах диван ҫинче выртнине курчӗ. Советлӑ общество, пурте пӗлеҫҫӗ, икӗ класран, рабочисемпе хресченсенчен, тӑрать. Салхуллӑ кил хуҫи арӑмӗ кӗтмен ҫӗртенех ҫапла шут тытнине илтсен, Андрейпа Умрихин тӗлӗнсех кайрӗҫ, Озеров капитан вара, кил хуҫи арӑмӗ тӗрӗс тунине шута илсе, ӑна кӗскен тав турӗ: — Спасибо сана, инке! — Сӑмах паратӑп, — терӗ мӗскӗн пике шӑппӑн. — Чи хӑрушӑ вӑхӑтра ӑс-пуҫа ҫакнашкал ҫухатасси Ривареса тивӗҫлӗ мар. — Шухӑшласа пӑхӑп-ха. Хытхура ҫӑтӑртатма-чӑштӑртатма пӑрахасса кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн мучи малалла калама пуҫларӗ: — Пӑхрӑм та эп пӗчӗк чӳречерен, унта тӗттӗм те пысӑк тӗпсакайӗ иккен… Ҫак вӑхӑтра король питех те йывӑр задачӑна тимлӗн шутласа ларнӑ, ҫавӑнпа пирӗн вӑл ҫав задачӑна шутласа кӑлариччен пӗр сехетрен кая мар кӗтсе тӑмалла пулчӗ. Хӗрарӑм кӗпи пек туйӑнать. Палламан ҫын сехетне шырама тӑрсан чылай вӑхӑт ирттерчӗ, мӗншӗн тесен ӑна вӑл тӑххӑрмӗш кӗсьинче тин шыраса тупрӗ. Ӑна Фушер вӑрманне хӗстерсе хунӑ, тепӗр эрнерен ҫавӑрса илетпӗр. — Ытах та хамӑн тӑван ывӑлӑм пулсан, ҫав Фомка, — кӑтартӑттӑм эп ӑна! Эпӗ ҫавна курмасӑр юлма пултарнӑ-и вара? Унӑн кӑкӑрӗ манӑнни ҫумӗнчех сывлать, унӑн аллисем ман пуҫӑма сӗртӗнеҫҫӗ, унтан сасартӑк — мӗн пулчӗ-ха мана ҫав самантра — унӑн ҫемҫе, таса тути ман питӗме йӑлтах чуптуса пӗтерчӗ… Вӑл изобретенисене аванлатас енӗпе хӑшпӗр улшӑнусем тума сӗнет, унӑн сӗнӗвӗсене хапӑл тусах йышӑнаҫҫӗ. Бенедикт пичче ҫутӑ хурт нумай тытасса шаннӑччӗ, анчах Геркулес ӑна шутланине тума ирӗк памарӗ, ученӑя, тем пек кутӑнлашсан та, хӑйсем чарӑннӑ вырӑна ҫавӑтса таврӑнчӗ. Вӑл выртса ҫывӑрса кайсан, амӑшӗ хӑй вырӑнӗ ҫинчен ерипен тӑчӗ те ун патне шӑппӑн утса пычӗ. Вӗсем хӑйсем хӑравҫӑрах халӑх… Эпӗр, — тетӗп, — вӑрӑ-хурах йӑвине лекрӗмӗр». Берсенев Анна Васильевнӑпа, Еленӑпа тата Зойӑпа сывпуллашса хӑй юлташӗн пӳлӗм алӑкӗ патне пынӑ вӑхӑта пачах тӗттӗмленсе ҫитрӗ, шупка уйӑх тӳпере ҫӳлте пулчӗ, хуркайӑк ҫулӗ шуралчӗ, ҫӑлтӑрсем те йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Пӗр ҫул малтанрах ҫеҫ савӑнӑҫлӑ та йӗркеллӗ ҫын пулнӑскер, халӗ Ардальон темле кӑшкӑрашаканскер пулса карӗ, ӑрасна саркалансарах утма пуҫларӗ, пурне те хӑйпе тавлашма, ҫапӑҫма чӗннӗ пек, ҫынсем ҫине сатуррӑн пӑхатчӗ тата пӗрмаях мухтанатчӗ. Эсир ҫын пуян маршӑн ҫеҫ ҫынтан йӗрӗнекен йышши хӗрарӑм мар-ҫке. — Пурне те-и? Аллисене пилӗк ҫине тытнӑ, пилӗкне хӑяккӑн авса хунӑ Гулящая ответ кӗтсе тӑрать. Андрей, йӗрӗнтерсе ҫитернӗ шӑнана хӑваланӑ пек, ун умӗнчен аллине сулса пӑрӑнчӗ. Вӗсем ҫыран хӗррипе пыраҫҫӗ. Ҫакӑн пек ҫамрӑк ача пӗччен сунара кайни халиччен нихҫан та пулман. — Пӗлместӗп… Эпӗ Пойндекстер ятлӑ, Луизианӑри Вудли Пойндекстер. Петр хӗвел ҫине пӑхрӗ те, нимӗн курми пулса ларса, пушшех тарӑн шухӑша кайрӗ. Акӑ чие йывӑҫӗ ӳсет, ун ҫинче тӗрлӗ турат нумай. Тӑррине сӑрлама симӗс краска. — Санӑн аллусемпе кӑкӑру ҫӑмлӑ-и, Джим? Эпӗ ӑна хам палланӑ кил-ҫуртан хапхи тӗлне ҫитичченех ӑсатса ятӑм. Вӑл мана хӑйсем патне кӗме чӗнчӗ. Вӗсемшӗн мӗн тесе вӑя ытлашши таткалас? Платник Мирона юратманни ҫинчен пӗлни Артамоновшӑн кӑмӑллӑ пулнӑ, вара, Серафим кӗсле хӗлӗхӗсене янӑратса, хавассӑн: Завод тӑрӑх тӑмана, Куҫлӑхпа ҫиҫсе ҫӳрет. Ун пурнӑҫӗ мӗнле пынине тӗплӗн пӗлменни кӑна та мар, — сӑмахран каласан, иртнӗ ҫулхине унӑн партийӗ (вӑл геологсен партин начальникӗнче ӗҫлетчӗ) Кӑнтӑр Уралта пысӑк ылттӑн ҫӑлӗ тупнӑ иккен, е тата фото ӗҫне юратакансен выставкинче ун сӑнӳкерчӗкӗсем пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Ӑна пулӑшаканӗ вара кашниех хӑйне пулӑшать тесе шутланӑ. Алвиш агенчӗсем тыткӑнрисене: арҫынсене, хӗрарӑмсене, амӑшӗнчен уйӑрнӑ ачасене — ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пасар тӑрӑх илсе ҫӳреҫҫӗ. Анчах унӑн наркӑмӑшӗ чӗрӗ юлнӑ, вара вӑл, ҫӗнтерӳҫӗсен ҫӗнӗ юнӗпе пуянланнӑскер, тата хытӑрах ҫуталса-ҫиҫсе аталаннӑ. Унӑн тутисемпе куҫхаршийӗсем чӗтреҫҫӗ. Ҫав тухтӑр эпӗ хам терӗ герцог. Алёша, хаклӑ тусӑм, — эп сире капла каласа чӗннӗшӗн каҫарӑр мана, — эпӗ те сире пӗлетӗп… Пирӗн Ҫӗр ҫинче ҫурҫӗр пӑрӗсем (сӑмахран, Гренландире, Антарктидӑра) пиншер ҫул таран выртаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем питӗ хулӑн. Темиҫе минутран эпӗ сывпуллашса тухса кайрӑм, чее хӗрарӑм, будка алӑкне ман хыҫҫӑн хупса, мана чӗпӗтсе илчӗ те: — Пӗлӗтсем епле хӗрлӗ — вут пек! — терӗ. — Пыратӑп… Пӗр хӗненӗ ҫын икӗ хӗнемен ҫын тӗшне тӑрать, теҫҫӗ. Нина Капитоновна та, ун ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн, кулма тытӑнчӗ. Чим-ха! — Чӑнах та, чӑнах та! — терӗ вӑл, — эпӗ хаваслӑрах пулӑп; — хайхи, ахӑлтатса, хӑйӗн бубенне илчӗ те манӑн умра юрласа ташлама та сикме пуҫларӗ; анчах ку нумая пымарӗ, вӑл каллех вырӑн ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те питне аллисемпе хупларӗ. Акӑ мӗн пирки тӗрӗс калатӑн эсӗ: сан тынуна сутӑн илекенсем эпӗ архирей пулнӑ пек хатӗрлевҫӗсем. — Пирӗн пулӑ темскер тупрӗ пулас, — терӗ Хоуик. Тӑп-тулли куҫҫуллӗ куҫӗсемпе вӑл хӗвел таҫта инҫетре, анӑҫ енчи хӗрсе кайнӑ сывлӑшра ҫаврӑннӑн, хуллен горизонт хыҫне анса куҫран ҫухалнине пӑхать. Сехетпе юнашар, сылтӑм енче те, сулахай енче те, тинӗс леш енчи пысӑк попугайсем лараҫҫӗ, вӗсене пурӑран тунӑ пулас, нумай тӗспе чӑпарлатса сӑрланӑ. Хӑнана килнисем пурте сывлама чарӑнса унпа мӗн те пулин пулассине кӗтсе ларнӑ. Вӑл мана эпӗ хам пӗлни ҫинченех, чӑн малтан ялӑн ӑс-тӑнне вӑратма кирли ҫинчен каларӗ. Наталья ывӑлӗ ҫапла хӑратни ҫинчен Петра каласа панӑ, Петр кулса илнӗ те:— Эсӗ ан хӗне ӑна, луччӑ ман пата яр, — тенӗ. Вӑл хӑйне лӑпка тытнӑ пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӗ, анчах куҫ харшисем ун туртӑнса пухӑнчӗҫ те чӗтреме пуҫларӗҫ, шӑлӗсем аялти тутние хыттӑн ҫыртса лартрӗҫ. Тоня ҫак ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫын Корчагин иккенне аран-аран палласа илчӗ. Вӑл аллине тӑсрӗ те хӑвӑн булавкипе сӑвӑс ҫулне картласа лартрӗ. — Вӑл унта ҫук, мистер Вудли. — Каҫарӑр, анчах эпӗ… — Кӑшт пӗлетӗп. Совет ученӑйӗсем ҫак сигналсем тӑрӑх планета ҫулӗ ҫинче мӗн чухлӗ метеорсем, мӗнле газсем пулнине, Хӗвелтен пирӗн Ҫӗр ҫине мӗнле энерги хумӗсем килсе тӑнине тата ыттине те пӗлнӗ. Пӗрремӗш космос ракети Уйӑх патӗнчен чи ҫывӑхра январӗн 4-мӗшӗнче Мускав вӑхӑчӗпе 5 сехет те 59 минутра вӗҫсе иртнӗ. — Пӗрле чух эпир пур ҫӗрте те юнашар пыратпӑр, — пӗлсех тӑрӑр! — Ырӑ турӑ! — кӑшкӑрса ячӗ священник. — Кунта ҫывӑхра ӑҫтарах ял пур? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Выртатӑн-выртатӑн та, йӑпанмашкӑн мӗн те пулин шутласа кӑларатӑн: ӗлӗк пӗрре ула курак пурӑннӑ, тет, уй патӗнчен вӑрман патне, пӗр ана йӑранӗ патӗнчен тепӗр йӑран патне вӗҫсе ҫӳренӗ, тет, хӑй вӑхӑтне пурӑнса ҫитнӗ те, турӑ ӑна пӗтернӗ, тет: вилсе выртнӑ та ула курак типсе кайнӑ! — Кайран калаҫӑпӑр. Проектне шанчӑклӑн, тӗплӗн туса ҫитернӗ, маршрутне ҫеҫ тата тӗрӗслемелле пулать иккен. Ҫӗннине темтепӗр курнӑ пирки кун Каштанкӑшӑн сисӗнмесӗр иртнӗ, каҫхинех ӑна хӑйӗн пӗчӗк матрацӗпе пӗрле таса мар шпалерлӑ пӳлӗме кӗртсе вырнаҫтарнӑ та, вӑл Федор Тимофеичпа хур обществинче ҫӗр каҫнӑ. Эпӗ ӗҫ ҫакӑн пек пулса тухасса нимӗн чухлӗ те кӗтменччӗ. Темскерле тискер япала пулса тӑчӗ. Унӑн чунӗ хурланчӗ, унӑн кӑмӑлӗ таврари ҫутҫанталӑкпа пӗтӗмпех килӗшӳллӗ пулчӗ. — Эсир пурте ыран ҫутӑласпа вилетӗр! — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Каи-Куму. — Итлӗр-ха, господин Паганель, — терӗ Гленарван. — Ытлашши пӑшӑрханма та кирлӗ мар. — Эп ун патӗнче исповедьре пулкаланӑ. Часах хыҫалта хура вӑрман йӑрӑмӗ курӑнма пуҫларӗ, — ҫав вӑрман хӗрринче хальтерех ҫеҫ-ха вӗсем нимӗҫсемпе перкелешсе илнӗччӗ. Вара, лӑпкӑнах ӗҫне пӑрахса, Эвелина хӑй те ура ҫине тӑчӗ. Ефим пирки каласан, ӑна нимӗн шеллемелли те ҫук, — вӑл пултаруллӑ йӗкӗт, хӑйӗн хакне хӑех ӑнланать. Вӑхӑтран вӑхӑт ку хӗрсенчен хӑш-пӗрисене Кирила Петрович качча панӑ та, вӗсен вырӑнне урӑх крепостной хӗрсене илнӗ. Пуҫӑмпала калле-малле шухӑшласа пӑхрӑм. Каласа панине ӗненес пулсан, Мунито пӗр саспаллине тепринчен уйӑрма пултарайман, ҫапах вӗсенчен сӑмахсем майлаштарнӑ. Мӗншӗн сирӗн хӑвӑрпа пӗрле нимӗн те ҫук, сухалӑра хырман, тумтирӗр те вараланса пӗтнӗ? — терӗ вӑл мана, эпӗ ун лавӗ ҫине ларсан. «Ну, тав турра, никам та ҫук, тӗкӗр ҫине пӑхса илме те юрать», терӗ те вӑл ун патне хӑюсӑррӑн ҫывхарса пӑхса илчӗ: «Шуйттан пӗлет ку йӗксӗке!» терӗ вӑл, сурса… Вӑл ҫине-ҫинех акаци тӗмисем ҫинелле пеме тытӑнчӗ. Ку ӗнтӗ манӑн ирӗк. — Лампа ҫутасчӗ! — сӗннӗ Фома. Йӗп-йӗпе вӗлтӗренсемпе упа саррисем тӑрӑх ашса малалла утатпӑр. Штурм пынӑ тӗлти тӳпене сыхлас вырӑнне вӑл, лётчиксем каларӗшле, «ҫӑмӑл ухата» илӗртнине парӑнчӗ. Вӑл пӗрре Балкан тӑррине ҫӗкле-ҫӗкле хӑпартрӗ, тепре тытан амаках антара-антара ячӗ, сӗм вӑрман шӑплӑхӗ те, хупӑрти ҫулҫӑ шӑпӑлтатӑвӗ те, вӑрманти утмӑл турат чечекӗн симӗ те, ян-янӑран сасӑ та, тунсӑхличчен савса юратни те илтӗнсе тӑчӗ ҫав юрӑра. Гленарванпа Джон Мангльс ҫул тӑрӑшшӗпе пӗр сӑмах хушмарӗҫ. Ҫапах та хӗвел тухса ӑшӑтма пуҫласан, йӗри-тавра кӗрпеллӗ юрпа лӑсӑллӑ хыр вуллисем йӑлтӑртатма пуҫласан, зажигалкӑри бензин пӗтни те пысӑк инкек пекех туйӑнмарӗ ӑна. Анчах мана ямаҫҫӗ. Лапшин патӗнче опись тунӑ хушӑра картишне пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн халӑх пырса тулчӗ. Вӑл чирлӗ! Хӗлле вӑл хир чӑххисене лӑпӑпа тата шӑналӑкпа витсе тытатчӗ, ҫулла вара ҫырма хӗрринче ҫухалса ҫӳретчӗ, вӑлтапа пулӑ тытатчӗ. Ҫак Огнянов ӑҫта та пулин пулмаллах ӗнтӗ тесе, полици ҫитмен вырӑн хӑвармарӗ, пӗтӗмпе шырарӗ. — Хам мӗнле каланӑ пек: урӑх ҫын никам та сире хӑйӗн тесе калаймӗ, пуринчен ытла Морис-мустангер. — Мӗскер илтрӗр эсир? Ҫак самантра манӑн ура Максим урине лекрӗ, эпир пӗр-пӗрне михӗрен тапса кӑлартӑмӑр, тепӗр самантран эпир йӗп-йӗпескерсем айсбергӑн шыв айӗнчи «подошви» ҫине хӑпарса тӑтӑмӑр, шывра ишекен атӑсене, ҫӗлӗксене, алсасене шыра-шыра тупса, пӑр ҫинелле ывӑта пуҫларӑмӑр. Тусене, хӗвел вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнман е вӗсенчен аякран ҫаврӑнса кайнӑ пек, темшӗн яланах кӑвакрах сӗм витсе тӑрать. Икӗ яшӑ шалчасем ҫапса пыраҫҫӗ. — Эпӗ ҫитетӗпех! — шанчӑклӑн каланӑ ача, ашшӗ ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса. Тар хыпса каймарӗ пулин те, эпӗ ӗннӗ ҫын евӗрлӗ пулса тӑтӑм, ман чеелӗхе никам та пӗлеймерӗ, эпӗ вӗри чӗреллӗ ҫын ҫинчен манма ӗлкӗрнӗ вӑхӑта манӑн чӑнах та ӗлӗкхинчен чылай ҫӑрарах куҫхарши ӳссе ҫитрӗ. Хаваслӑ рейд пулнӑ вӑл! Ача амӑшӗ, шӑхличӗ каланине итлесе тата кравать ҫинче ларакан ывӑлӗ, Иохимӑн кӗрӗк пиншакӗпе чӗркеннӗскер, чарӑннӑ кӗвве халӗ те чунтанах тӑнланине пӑхса, чылай вӑхӑтранпах ҫак вырӑнта тӑнӑ пулас. — Вӑл — Горицветовпа пӗр партире-и? — ыйтрӗ Алексей. Егорушкӑна та ыттисем пекех кичем пула пуҫларӗ. Отрядран уйӑрӑлсан, Исидора пӗр хушӑ иккӗле шухӑшласа тӑнӑ: Леона ҫумне каяс-ши, е хакале патне тавӑрӑнса, унта мӗн пулса иртнине хамӑн курса тӑрас-ши, тенӗ. Хӑйне ытла кансӗрччӗ пулин те, вӑл хӑй тавра ҫуйӑхакан ҫынсене хырӑмӗсенчен те урисенчен пушмак кӗлипе лектерме тӑрӑшать, анчах лешсем пӑрӑнса тӑма ӗлкӗреҫҫӗ. Балык ҫинчен тата архиерей хорӗнчи солистӑн октави ҫинчен калаҫнӑ, унтан каллех балык ҫине куҫнӑ, каллех хула пуҫлӑхӗ масар ҫинче сӑмах каласшӑн пулни ҫинчен, анчах та архиерей каланӑ хыҫҫӑн начар тухасран хӑюлӑх ҫитерейменни ҫинчен калаҫнӑ. Виҫӗ патшана тата пӗр майра-патшана пурӑнса ирттертӗм, шутла-ха! — Кӑна, пӗлетӗн-и, пӗр хӗр шутласа кӑларнӑ: ҫуркуннерен пуҫласа вӑл каччӑсемпе сӳреме пуҫланӑ, хӗл ҫитнӗ ҫӗре юратнӑ каччи ӑна пӑрахнӑ, тен тепӗр хӗр ҫумне ҫыпӑҫнӑ пуль, вӑл вара чӗререн хурланнипе макӑрма тытӑннӑ… Ҫук, ҫук, апла юрамасть! Пирӗн кунне мӗн чухлӗ сухаламалли нормӑсем ҫинчен лартнӑ ыйтӑва татса памалла. Сасартӑк хӗрелсе кайнӑ Марийка хирӗҫле тавӑрчӗ. — Ну, айӑпа кӗтӗм, ним тума та ҫук. Манӑн ӗнтӗ хамӑн ҫулпа Аламо еннелле малалла каяс килмерӗ. Кам-ши ӗнтӗ? — Мана хӑлхасӑр-чӗлхесӗрпе ҫапӑҫать тесе шутламастӑр-и эсир? «Сунарҫӑсем кайӑка тухнӑ пулмалла», — шантарасшӑн пулчӗ вӑл хӑйне. Халӗ ӗнтӗ Лена Корытов патӗнче ӗҫлемест, садра аппаланать, калчасем хатӗрлет, ҫурт-йӗр тирпейлет тата апат пӗҫерет. Запорожецсем тата тепӗр икӗ зал витӗр тухрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ. Кунта вӗсене кӗтме хушрӗҫ. Кӗрешӳ — чаплӑ. — Нимех те ҫук, пушӑ сӑмах кӑна… Ну, эпӗ те тӑтӑм, нимӗн шутлама та аптратӑп; аяла анатӑп — никам та ҫук, пур ҫӗрте те шӑши шӑтӑкӗнчи пек шӑп. Парӑслӑ караппа виҫӗ пин лье ҫул ҫӳреме! — Мӗн вара, е эсӗ вӗсене пурне те илес тетӗн-и? Мӗн пирки пӑшӑрханмалла-ха пирӗн католик пупӗн ачишӗн? Ӳкме — ҫӑмӑл, ту ҫинчен кусса анма та… Анчах улӑхма — вӑрах та йывӑр. Халь ӗнтӗ вӑл ҫул тиркесе тӑман, кӳленчӗксенчен те пӑрӑнса иртмен, такӑннӑ та ӳкнӗ, унтан туйи ҫине уртӑнса, пӗр тапхӑр вӑй пухса тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех туйине май килнӗ таран маларах ярса тӑрӑнтарнӑ, вара хӑй те малалла, хӗвелтухӑҫнелле шунӑ. Пуху хыҫҫӑн Нагульнов Давыдова хӑй патне ҫӗр выртма чӗнчӗ. — Мӗскерле мустанг вара апла? — интересленсе ыйтрӗ сунарҫӑ, юлашки сӑмахне астуман пек пулса. Вӑл хӑйӗн урисене пысӑк хака хуни палӑрсах тӑрать: урисем хӗрарӑмсене ытармалла мар кӑмӑла каяҫҫӗ, тесе шутлать, ҫавӑнпа, ахӑр, вӗсене чи курӑнмалли вырӑна тӑсса хурать, тӑнӑ чухне те, ларнӑ чухне те яланах ури хырӑмне хускаткалать. Кимӗ хӑмӑшсем ӑшне кӗчӗ. — Коньякчӗ сана чейпе… — сӗнсе пӑхнӑ Фома. Павелӑн чӗри тапса сикрӗ. — Ан килӗр, ан килӗр, таптатӑр. Кӗркунне авланнӑ пулӑттӑн. «Сечьшӑн!» терӗҫ хулӑм сасӑпа малти ретрисем. — Хӗрсемсӗр пуҫне — нихҫан та, никама та суйман, вӑл ман ӗҫ мар, — тенӗ старик. Кӑшкӑрашу та, шав та палуба айӗнчен илтӗнет. Эпӗ хам ахаль йышши мар пурӑнӑҫа хутшӑннине туятӑп, вӑл мана хавхалантарса тутлӑн хумхантарать. Плутон пысӑк планета мар; ӑна Ҫӗр пысӑкӑш тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн вырӑнне тавӑрӑнать; унӑн чӗрине йывӑр ҫӗклем пусса илет… Эпӗ пролив варри тӗлне ҫитсен мӑй таранах шыва анса кайсан, вӗсем мана курайман, карапсем ҫур уйӑх пек сарлакан тӑрса пирӗн ҫыран патне ҫывхарса пынине анчах курнӑ. Император ку путса вилчӗ пулӗ, тӑшман флочӗ усал шухӑшсемпе ҫывхарать пулӗ, тесе шутланӑ. Анчах вӑл хӑрани часах иртсе кайрӗ. Хамӑрӑн ҫывӑх хурӑнташ, гварди майорӗ Б. князь кӑмӑлне пула, мана ҫуралачченех Семеновски полка сержанта ҫырнӑ пулнӑ. Ывӑл пуласса кӗтсе тӑнӑ ҫӗртех анне ӑнсӑртран хӗр ҫуратнӑ пулсан, ҫырса пӗлтерме кирлӗ ҫӗре атте сержант пыманни пирки, вӑл вилчӗ тесе, пӗлтернӗ пулӗччӗ те, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтӗччӗ. Ҫавӑнпа ун ҫине хӑпарса ларма та ҫӑмӑл пулчӗ. Вӗсем малалла иртнӗ. Джонни халӗ нимӗн хӑрамалли те ҫуккине кура, хӑй вырӑнне кайса тӑнӑ. — Ҫук, вӑл ӗнер кӑна ҫитрӗ-ха; эпӗ ӑна вулаймарӑм, анчах вӑл чиперех, ман пӳлӗмре выртать. Бригадӑна каятӑп та акӑ ӑна ҫил вӗрӗ, тусан ларӗ, вара вӑл ват йыт аҫи суранӗ пекех тӳрленӗ. Ирхи сулхӑн ӑна пӗр-икӗ хутчен ҫӳҫентерсе илчӗ… Петр ун ҫине салхуллӑн пӑхрӗ, анчах Базаров кулса кӑна ячӗ: вӑл хӑраман. Хутсемпе юнашар хура тӑхлантан шӑратса тунӑ чернильница тӑнӑ, вӑл ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шкулсенче усӑ курнӑ евӗрлӗ ҫаврака чернильницӑсенчен пӗри пулнӑ. Голова паҫӑрах каҫхи апат ҫинӗ, вӑл ӗнтӗ хальччен, паллах, ҫывӑрма та выртнӑ пулӗччӗ, анчах халь ун патӗнче хӑна ларать, — винокур вӑл, ӑна улпучӗ ирӗклӗ козаксем хушшинче выртакан хӑйӗн пӗчӗк ҫӗр лаптӑкӗ ҫине эрех завочӗ лартма янӑ. Мӗнле тӗлӗнмелле ҫын эсир! — Тӗрӗс мар, асӑнӑпӑр та: Кандова асӑнсах ҫапла калаҫӑпӑр, сан ӑна шанмасӑр тӑма сӑлтаву пулман тетӗп эпӗ… вӑл хӑйне йӗркесӗр тыткаланӑ тенӗ шухӑшу та ан пултӑр санӑн… Илья ӑҫта тата? Ҫӗр хӑвӑрт типсе пырать. Тепӗр сехетрен Андрей, Юргин пулӑшнипе, санбатран тухрӗ-тухрех. — Вӑт йӗркесем! — тесе ячӗ Ирландирен килнӗ адвокат, прокурор ҫине ҫапӑҫма чӗннӗ пек пӑхса илсе. Миките пӗрре малтан ула пирпе чӗркенсе ҫуна хыҫне кӗрсе ларнӑ та пӗртте тапранман. Урамӑн икӗ енче те фонарьсем ҫуталнӑ тата пӳртсен чӳречисенчен те ҫутӑсем курӑннӑ. Пӗр сехет иртет, анчах никам та курӑнмасть. Ҫыртса илес килет-и? Илья темле интереслӗ мар япаласем ҫинчен, арҫын ачасем учительсене мӗнле йӗкӗлтени ҫинчен кӗскен те васкавлӑн каласа пачӗ. — Вӗренсен — пӗлӗпӗр! — терӗ Ефим. — Мӗн калаҫатӑн ҫак эсӗ? Ман пирки суранланнӑ, тетӗн. — Щукарь аллипе алӑк ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Ӑҫта? — ыйтнӑ Фома, пуҫне ҫӗклемесӗр. Ку вӑл маншӑн нихҫан та вилес ҫук, эпӗ ӑна пӗлетӗп. Ия, ҫынсем ӑна ирӗксӗрех ирсӗр ӗҫсем тӑвас ҫул ҫине тухса тӑмалла турӗҫ. Лайӑх хӗрччӗ ҫав Бэла! — Вӑл Луиза, сан аппу ун ытамӗнче. Сикес-и ӗнтӗ? Сайра хутран Давыдов пасарнӑ куҫ хӑрпӑкӗсем хушшипе малалла пӑхса илет те ҫул ҫинчен вӑштах вӗҫсе ҫӗкленекен кураксен ҫунаттисем хӗвел ҫуттинче кӑвакӑн-симӗсӗн йӑлтӑртатса илнине курать, унтан ыйхӑ пусни унӑн куҫӗсене каллех хуплать. Вӑл суккӑр пек, куҫӗсене вылятмасӑр ман ҫине пӑхса илчӗ те, мана кӑкӑртан чышса, ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: — Ухмах! Эсӗ ӑна кӗвӗҫнипе ҫеҫ кӑмӑла каймасть тетӗн! Пит те кӳренмелле-ҫке ӗнтӗ: мистер Морис кӗленчене тӗкӗнме хушмарӗ мана. Кама кирлӗ-ши вӑл? Малтан вӑл: тусӑм килмест-ши-ха, тесе ялан кӗтнӗ, каярахпа кӗте-кӗте шанчӑкне те ҫухатнӑ. Профессор хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине приборсен ҫыххине ҫавӑрса хучӗ, Ганс — тӗрлӗ инструментсен ҫыххине, эпӗ пӑшалсене илтӗм. Ҫапла ҫине тӑрсах музыкӑпа интересленни унӑн ӑс-тӑн аталанӑвӗнче тӗп вырӑн йышӑнса тӑчӗ, вӑлах унӑн ытларахӑш вӑхӑтне йышӑнчӗ, унӑн пурнӑҫне тӗрлӗ енлӗ тума пулӑшрӗ. Томӑн ӑспуҫӗ, тен, нихӑҫан та ун пек парне илесшӗн пулман пулӗ, анчах унӑн пӗтӗм ӑшчикки ҫав парнене илсе мухтава, чапа тухасшӑн тахҫантанпах ҫуннӑ ӗнтӗ. — Пӗлетӗр-и эсир, пичче, — терӗм эпӗ унпа пынӑ чухне, — ку таранччен пирӗн ӗҫ калама та ҫук ӑнӑҫлӑ пулса пырать. — Анчах Эмиль унччен вилет-вӗт! — тесе кӑшкӑрчӗ те хӗрача, аллисене Санин патнелле тӑсрӗ. — О, ман господин, о mein Herr! — Неушлӗ эсир пулӑшма пултараймастӑр? Бенедикт пичче, чӗмсӗр те кӑмӑлсӑрскер, кимӗ хӗррине тӗрӗннӗ, урисене тӑснӑ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ, Геркулес ҫине пӑхса, сӑнне тӗксӗмлетнӗ: мантикорӑна хӑваласа пынӑ чухне чӑрмантарнӑшӑн ӑна каҫарма пултараймасть вӑл. Пӗр самантрах тӑватӑ пират сӑрт ҫине чупса хӑпарса пирӗн ҫине тапӑнчӗҫ. Вӑт тата, каларӗ! Муана королева ялтарӗ вӗсене, хуҫа пулма хӑнӑхакан хӗрарӑма итлеменни асӑрханусӑр хӑтланни пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл ман таврашра пурӑнакан ҫынсем пек марччӗ, ҫавӑ вара ман кӑмӑла карӗ; эпӗ сисетӗп, вӑл эпӗ вӑрлама хатӗррине ӗненсех тӑрать, ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӳрече фортӑчки витӗр калуш тыттарма пултӑм. Вӗсем ҫапӑҫнӑ урама та Партизансен урамӗ ятне пама сӗнчӗ — ӑна та йышӑнчӗҫ. Урампа пынӑ чух ман ҫине пур енчен те пӑхрӗҫ; ман тӳмесем, шлепкен кокарди, шпага ҫинче хӗвел шевли ҫап-ҫуттӑн йӑлтӑртатрӗҫ; эпӗ Кузнецки кӗпер урамне тухрӑм та Дациарӑн картинӑсем сутакан магазинӗ ҫывӑхӗнче чарӑнтӑм. Пур еннелле те пӑхкаласа, эпӗ магазина кӗтӗм. Сулахайра вара оркестрӑн юрлакан ылттӑн трубисем ялтӑраҫҫӗ; Вӗсем пӗр пукан ҫинче хӗсӗнкелесе лараҫҫӗ. Акӑ мӗнле ӗҫсем пулса иртрӗҫ, йӗкӗт… Давыдов, калаҫма юратакан тимӗрҫпе сывпуллашас тесе, ура ҫине тӑчӗ; анчах лешӗ ӑна кӗпе ҫаннинчен туртрӗ, каллех хӑйпе юнашар лартрӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ: — Эппин, эсӗ Хопровсене кам вӗлернине нихҫан та пӗлеймӗҫ, тетӗн апла? Ҫанталӑк, кунта ун ҫинчен калаҫма юрать пулсан, часах улшӑнмалла. Тата мӗн кирлӗ ӗнтӗ мана? Ҫавна курас-и тата? Мӗншӗн? Унра яланхи салхулӑх палӑрать, анчах манахӑн салхулӑхӗ вӗчӗхлӗ, хӑш чухне — ҫиллес те. Ҫак хисеплӗ гражданин Исакиевски кӗпер патне ҫитрӗ ӗнтӗ. Вӑл вырӑс романсӗсене аван юрлать, час-часах тӗрлӗ юрӑсене, хаваслисене е чуна кайса тивекеннисене фортепианӑпа калать; вӑл илемлӗ, анчах темле ачалла та виҫесӗр чаплӑ тумланса ҫӳрет. Татах тӑвар-ха, нох ейн маль (тата тепӗр хут). Хапха патӗнче мана Катька хуса ҫитрӗ. Икӗ хӗрле офицер салтаксемпе ҫывӑх туссем пекех алӑ парса илеҫҫӗ. Хырса ҫутатнӑ янахӗ вырӑнне халь унӑн — ҫамрӑк усси тата сухал. Улталатӑп-и? — кӳренчӗ Петро. Вут ҫунса пӗтес патне ҫитнӗ. Каҫсерен, хӗвел анас умӗн, ҫуртсен кантӑкӗсем ылттӑнӑн-хӗвеллӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Эпӗ сире илсе ҫитерме пултаратӑп, Евгений Васильевич сирӗн тӑрантаса илме пултарать; капла вӑл шепрех те пулӗ. Тепӗр ҫекундранах мӗскӗн йытӑ сывлӑша ҫӗкленчӗ те ҫурӑлса кайнӑ хырӑмӗпе ҫӗр ҫине персе анчӗ. Вӑрӑм колоннӑн пуҫламӑшӗ ӑна хӑйсем айлӑмпа иртнӗ чухне ҫеҫ курӑнчӗ. — Мӗншӗнччӗ эсӗ, Фокаша? — ыйтрӗ Наталья Савишна, куҫӗсене тутӑрпа шӑлса. Ӗнтӗ вӗсен таврӑнма та вӑхӑт ҫитрӗ. — Сиртен кам та пулин тӑрать-и ҫав юлташлӑхра? — хӑйпе калаҫса ларакан ҫынсене пӑхса ҫаврӑнса ыйтрӗ Давыдов. Вӑл ковер ҫине чӑсӑлса выртнӑ та ҫине така тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп витӗннӗ, мӗншӗн тесен тулта самаях уҫӑ пулнӑ тата Бульба килте чухне лайӑхрах витӗнсе ҫывӑрма юратнӑ. Хам кӑштах салхуллӑрахчӗ пулин те офицерсен клубӗнче ларнӑ чух кӑмӑлӑм питӗ уҫӑччӗ манӑн, хай, пӑхатӑп, алӑкран кӗнӗ ҫын сӗтел хушшипе сыхланкаласа ҫеҫ утса пӗр вӑтам ҫулхи ҫӳлӗ моряк, кӗмӗл хӑю тыттарса ҫӗлетнӗ тумтирпе киле парать — ман шутпа вӑл Иван Иваныч доктор пулмалла. Коимбра, хӑй те ҫаплах ҫунма тытӑнассине пӗлсе, вӗсенчен те хӑвӑртрах илтерчӗ. — Кай, кай… Вӑл ӗнӗк шӑрши кӗрекен кӑпӑшка юр ӑшӗнчен тухма хӑтланса, мӗнпур вӑйӗпе ҫухӑрса ячӗ, унтан вара сасартӑк аяккалла сикрӗ те — траншейӑна кӗрсе ӳкрӗ. Тӗрӗс калатӑп сана! — О, чӑтать! Манӑн лаша пит тӳсӗмлӗ, ҫитменнине вӑл пӗрре те ывӑнман. Хурт хӑйӗн пӗвне ҫӳлелле ҫӗклесе пӗр тапхӑр хушши тӑчӗ те Том ури тӑрӑх шуса кайма шут тытрӗ, унтан вӑл унӑн ҫанҫурӑмӗ тӑрӑх ҫӳреме тапратрӗ. Вӑл ӗнтӗ тутине те уҫрӗ, ларкӑч ҫинчен пӑртак ҫӗкленчӗ те, кӑкӑрне карӑнтарса, сывлӑш ҫӑтса илчӗ, ҫӑварне карчӗ — анчах сасартӑк, хӑранипе, такам саламатпа ҫапса антарнӑ пек, куҫне хупрӗ те кимӗ тӗпне ӳкрӗ. … Чирсенчен эмеллени тата вӑхӑт иртсе пыни хӑйсен ӗҫне тусах пычӗҫ. Пурте ӗнтӗ тӳрленсех пычӗҫ. Ку ӑна пысӑках мар, анчах ҫирӗп вырӑна кӑларнӑ. — Камсӑр? Эсӗ ӑҫта ҫӗр каҫӑн? — Мӗнле аван ача! — терӗ американец, Джек патне пырса. — Индеецсем ҫеҫ мар. Таксӑпа дворняжкӑран пулнӑ ҫамрӑк, хӗрлӗ йытӑ, — тилӗ пек шӗвӗр сӑмсаллӑскер, — шиклӗн енчен енне пӑхкаласа, тротуар тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупнӑ. Ме! — терӗ вӑл, вара Марийкӑна кӑшт чеереххӗн куҫ хӗссе кӑтартрӗ. Эпӗ, пӗчӗк улпут, шӑрпӑк фабрикинче ӗҫленӗччӗ… Ҫапах та эпӗ хама ҫирӗп тытрӑм, шанчӑка ҫухатмарӑм. Городцов илемлӗ хура циферблатлӑ, ылтӑн йӗплӗ алӑ сехечӗ ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илчӗ те ытлашши нумай ларнине пӗлтерсе, ҫепӗҫҫӗн ахлатса ячӗ. Вӑй хурӑр-ха, кунта вӑй кирлӗ! Сирӗн библире, сирӗн кӗлӗ кӗнекисенче, сирӗн икӗпитленсе суйса улталакан мӗнпур турӑ кӗнекисенче тӗрлӗ майсем сахал-и-мӗн? Мӗншӗн-ха эсир ман патӑма килсе: мӗн тумалла пирӗн тесе ыйтатӑр? — Эпӗ тӑваттӑмӗш черетре пулнишӗн телейлӗ апла! — тесе хучӗ майор. Пирӗн Томпа иксӗмӗрӗн пӗр пӳлӗмре, пӗр кравать ҫинче ҫывӑрмалла; эпир, ҫул ҫинче ывӑннӑскерсем, каҫхи апат хыҫҫӑн пурне те ырӑ каҫ сунса ҫывӑрма кайрӑмӑр, анчах хамӑр кантӑкран тухрӑмӑр та, ҫиҫӗмсирен тӑрӑх анса, хуланалла чупрӑмӑр. Корольпе герцога тытма хатӗрленни ҫинчен вӗсене никам та систерме пултарайман ӗнтӗ, эпӗ те ҫитсе ӗлкӗреймесен, вӗсем лекеҫҫех. Каҫ пулчӗ, ушкӑн, яланхи пекех, ҫӗр каҫма чарӑнчӗ. Бок халӑхшӑн вилни ҫинчен эпӗ паҫӑрах каларӑм. Ҫавӑнпа та эпӗ, унӑн ывӑлӗ тата Айкига, ман аннем, унӑн арӑмӗ ялта какай нумай чухне хамӑра кирлӗ чухлӗ какай илме тивӗҫлӗ. Турӑ мӗн кирлине ӑнланман пулать ӗнтӗ, ҫавӑнпа, тухатмӑшсенчен ыйтмасӑр, ҫутҫанталӑка ухмахла туса панӑ. Вӑл пурне те ӗҫлеттересшӗн, пурне те пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫак открыти наукӑшӑн пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Комета хӳринчи нумай явленисене ҫак ҫутӑ пусӑмӗпе ҫыхӑнтарса ӑнлантараҫҫӗ. Ун ҫинчен пӗтӗм хула калаҫать. Пӳрне вӗҫӗнче чӗрне пур пулсан, алсемпе ним ӗҫлеме пултараймиех ӳстермелле мар-и ӑна? Хуҫа автора унӑн ҫак ҫӗршывран тухса каймалли ҫинчен пӗлтерет. — Пур вӗсем. Чечек! — Ӑҫталла ҫул тытатӑр, — ыйтрӗ вӑл. Вара ҫӗлен сӑхнӑ пекех тенкел ҫинчен сиксе тӑчӗ. — Итле-ха, эпӗ шыва кӗме каятӑп, ара, шыва кӗме! Тен, эсир ҫӗре кӗнӗ Аслӑ Карл2, эсир сахалтан та ултҫӗр-ҫичҫӗр ҫулта. Валька чӗрчунӗсем. — Тӗрӗс, Валя. Йывӑр та ҫивӗч сухӑр шӑрши кӑларакан кипарис йӗпписем ӑна питӗнчен пыра-пыра ҫапрӗҫ. Ун ҫине пӑхсан, чӑнахах та, питӗ тӗлӗнмелле пулнӑ! Анчах ҫак проектсенчен пӗрне те халӗ вӗҫне ҫитиччен туса пӗтермен, халӑха ыр кӳме пултаракан ҫак проектсене туса пӗтериччен кӗтсе пӗтӗм ҫӗршыв юхӑнса пырать, ҫурт-йӗрсем ишӗле-ишӗле анаҫҫӗ, халӑх выҫӑ ларать, ҫӗтӗк-ҫурӑк тумпа ҫӳрет. Йытта итлеттерме, вӑкӑра ҫапса тӑнран кӑларма, пӑвса вӗлерекен пысӑк ҫӗлене куҫран пӑхнипе йӑвашлантарма, тигра хӑратма, арӑслан кӑмӑлне ҫавӑрма пулать. Анчах ҫак хӑрушӑ пысӑк чӗрчунтан — сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ тупӑран — хӳтӗленме ниепле май та ҫук. Чӳрече ик утӑмра кӑначчӗ, Ромашов ун витӗр асӑрхануллӑн пӑхрӗ те рота командирӗн курпунтарах ҫурӑмне курчӗ. Эсир револьвер тасатма пӗлетӗр-и? Нагульнов чышкисемпе юнасах ун ҫине тӑрӑнчӗ: — Шӑлна ҫырт эсӗ, кулака сутӑннӑскер! Ман патӑртан тухса кайнӑ чух вӑл ман ҫине ҫав тери ӑшшӑн, тӗсесе пӑхрӗ те ҫапла каларӗ: — Эпӗ алӑка та питӗрместӗп, Том. Катенька, паллах, амӑшӗ майлӑ пулчӗ, пирӗнпе амаҫури хушшинче вара вӑл килсе ҫитнӗ кунран пуҫласах темле шӳтлӗ ҫыхӑнусем пулса кайрӗҫ. Кӑвак, сарӑ, хӑмӑр пижамӑсем тӑхӑннӑ аманнӑ ҫынсем ун ҫине чӳречерен пӑхса аллисемпе, туйисемпе, костылӗсемпе сулчӗҫ, ӑна ырӑ ҫул сунса, канашсем парса кӑшкӑрчӗҫ. Берсенев Инсаровпа паллаштарчӗ. Тӗрӗссипе каласан, мана ют ҫӗршыв ҫынни пулнипе хисеп туса, урайне вӗсем малтанах ҫуса тасатнӑ пулнӑ, ҫавӑнпа урайӗнче тусан та пулмарӗ. «Кунта юлсассӑн, ӑш хыпса вилетӗп, — тесе шухӑшланӑ аманнӑскер. Ку сӑмсах ҫинчен калас пулсан, вӑл ӗнтӗ хӑйпе пӗр тӑванлӑ Добрая Надежда сӑмсахӗнчен те ытларах Тӑвӑлсен сӑмсахӗ ята илме тивӗҫлӗ. Озеровецсемшӗн паллӑ ӗнтӗ: нимӗҫсен наступленине чарса лартнӑ-мӗн, фронт та инҫех мар иккен. — Манӑн сунас, — тавӑратӑп эпӗ, — шӑнасран хӑратӑп. Вӗсем мана хӑйсем кӗнекесене, иконӑсем ҫинчи ҫырун пахалӑхне пӗлсе тӑнипе тӗлӗнтеретчӗҫ, пӗррехинче вара эпӗ лавкана чӗнсе кӗртнӗ кӑвак пуҫлӑ старик мана йӑвашшӑн каларӗ: — Сирӗн мастерской иконӑсем тӗлӗшӗнчен Российӑра чи лайӑххи тени вӑл тӗрӗс мар, ачам, чи лайӑххи вӑл Рогожинӑн, Москвара! — терӗ. — Кун пек улшӑнушӑн эпир нимех те ҫухатмӑпӑр, — сӑмах хушрӗ Бат. Вӗсем кам иккенне те ыйтса пӗлмерӗ вӑл. Хӑйсене никам та сутас ҫуккине шансах тӑчӗҫ вӗсем. Епле майпа? — Аха! — терӗ Павел, сассине пусӑрӑнтарса. Эпӗ те вӗренсе тухатӑп вӗт! Нумай вӑхӑт тӑрайӗ-ши вӑл?» тесе ыйтрӗ, хӑй вара Сюзетки еннелле ҫине-ҫинех пӑха-пӑха илчӗ, ҫав вӑхӑтра лешӗ, лӑстӑркка хӳрине пӑлтӑртаттарса, кукӑр урисемпе кӗпер тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупкаларӗ; вӑл ытла та вӗтеленсе ҫӳрени тӑрӑх шутласан, ӑна хӑй пурнӑҫӗнче пӳлӗмрен тухма пӗрремӗш хут тивнӗ теме май пур. Пурне те малтанах пӗлсе тӑратӑн эсӗ, Лодыжкин мучи. — Атте, эсӗ чӑрмантаратӑн! Мадам тата темӗн каласшӑн. Ака вара темиҫе пуян купсана хай патне чӗнтерме хушнӑ Соломон, вӗсен карапӗсем ҫав кун таварсемпе Иаффа урлӑ Финикие каймалла пулнӑ. Вӑл пулкалать-и вӗсен патӗнче? — Ку сирӗн тивӗҫӗр: эсир — капитан. Эпӗ калаҫатӑп, вӑл нимӗн чӗнмесӗр ман ҫине пӑхса ларать. Кун ҫинчен эпӗ пӗр эрне шухӑшласа ҫӳретӗп ӗнтӗ. Венера иртсе пынине Ломоносовпа пӗр вӑхӑтрах ытти астрономсем те сӑнанӑ, вӗсем те ҫутӑ кӑшӑла асӑрханӑ, анчах вӑл мӗн пулнине тавҫӑрса илеймен, Венера хӗрри Хӗвел мӗлкин хӗррипе сӗртӗннӗ вӑхӑтра ҫутӑ кӑшӑл вӗсене ҫав вырӑна паллӑ тума кансӗрлерӗ, тесе ӳпкелешнӗ. — Сӑрт тӑрри кӑна шанчӑксӑр, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Сылтӑм куҫхаршийӗ унӑн кӑлт-кӑлт туртӑнса илчӗ. Пантелейпе виҫкӗтеслӗх хушшинчен ҫӳллӗ мар ҫурт чӳречи ҫуталса курӑнать. Унӑн кравачӗпе юнашар суккӑр панич тӑрать, хӑйӗн аллисемпе ун еннелле кармашать. Ют патшалӑха каять… Тутар хӗрарӑмӗ, пуҫне пӗкӗртсе, чи малтан кӗрсе кайрӗ; ун хыҫҫӑн, хӑйӗн миххисемпе кӗме май пултӑр тесе ытларах пӗшкӗнсе, Андрий утрӗ, вара часах, иккӗшӗ те сӗм тӗттӗм шӑтӑка кӗрсе тӑчӗҫ. Ненец ним чӗнмесӗр хулпуҫҫийӗсене сиккелеттерсе илчӗ. Виле урапа ҫинчен кӗтӳҫӗрен пӗр ҫирӗм метр пек инҫерехе ӳкнӗ. Иван Кузмич хӑйӗн арӑмӗ каланипе пӗтӗмпех килӗшсе:— Илтетне эсӗ, Василиса Егоровна тӗрӗс калать. Ҫар артикулӗнче кун пек пӗр-пӗринпе ҫапӑҫассине чарнӑ, — текелесе тӑрать. Лури пӗр вӗҫӗмренех ӑна лӑкаса тӑчӗ, горелка хӗрсе кайрӗ, хӗрлӗ хӗлхемсем ун тӑрӑх чупа-чупа иртрӗҫ. Пӗр ирхине, биржӑна пырсан, Фома хреснашшӗне курнӑ. — Ананий килнӗ… — тенӗ хреснашшӗ. Вилнисем салтаксем пек мар, ахӑртнех, ӗҫлевҫӗсем. Ҫитсе чарӑннӑ лаша тулхӑрсанах, гостиница алӑкӗ уҫӑлчӗ те, аллине хунар тытнӑ хуҫа алкумне тухса тӑчӗ. Эпӗ ун пеккине пӗртте курманччӗ. Куҫа курӑнман таса пӑс ҫӑралса ҫӗнӗрен шыв тумламӗсем пулса тӑрать. Мӗн тума кирлӗ эс мана, хӑравҫӑ тӑмана? Ҫакӑ пултӑрах тетӗп эпӗ. Хам акӑ ҫапах та ырӑ ҫамрӑк ятне илтесшӗн, ҫитменнине тата ҫав ята илтесшӗн ҫине тӑрсах тӑрӑшатӑп! Е госпитальтине асӑма илетӗп; кунӗсене пӗрне тепринчен уйӑрма ҫук, вӗҫӗмсӗр тӑсӑлаҫҫӗ. — Мӗн тӑвӑн, каяс пулать, — терӗ Ергушов. Баяркин тӳрленсе тӑчӗ. Мӗн те пулин пулсан, мана калӑр. — Вӑйӗ мӗнле? Вӑл нимӗне те ӗненмен тата нимӗне те кӑмӑлламан. Тепри, чӑлханса ҫыхланнӑ ҫын, ниҫтан ҫӑлӑнса тухаймасӑр перӗнсе вилет е пуҫне йӑлмака чикет. Мана вӑл икӗ енӗпе те хӑйӗн ученикӗсем тӑрса тухнӑ станок патне илсе пычӗ. Ҫакӑнтах эпӗ хам пӗлекен хӑрушлӑх, пӗлменнинчен ҫӑмӑлрах тесе шутларӑм. Эпир Анна Васильевнӑпа хамӑр тивӗҫлӗхсене пурнӑҫа кӗртрӗмӗр. Ҫак тупӑксем тӑвакан хаваслӑ ҫынта, хӑйӗн ячӗ пекех, темле сӑваплӑ савӑнӑҫ, темле ҫӑмӑл ҫӳҫенӳ палӑрса тӑна. — Ыттисем ав лере, ҫыран хӗрринче, вӑрттӑн йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ, — терӗ Гакуаль. 3алри ҫӗр ҫынран сакӑрвуннӑшӗ Корчагина пӗлекен ҫынсем. Рампа ҫине ҫӳллӗ те шурӑ сӑнлӑ палланӑ кӗлетке тухса тӑрсанах, залрисем ӑна хаваслӑн кӑшкӑрса, тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илчӗҫ. Ҫуртне кӗрӳшне панӑранпа пӗр сакӑр ҫул иртрӗ пуль. Тома кӑшт ҫӑмӑлтарах пулнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Председатель Буриш законсен тӗп шухӑшне тарӑннӑн ӑнланса илнӗ. Эпӗ кӑна кӗтмен, ун пек тума та каламанччӗ… анчах темӗнле ҫавӑн пек килсе тухрӗ… вӑл мана ӑнланмарӗ… Ну, ыйтас килет, мӗн тума ҫыхлантӑн? — Ҫапла, манӑн. Хӗрарӑмсем, вырӑс хӗрарӑмӗсем, вӑл вӑхӑтра ытарайми пулнӑ. Тутарсене ҫапса аркатнӑ пулас, мӑнастире калле илнӗ, анчах казаксем ҫав ҫапӑҫура хӑйсен утаманне ҫухатнӑ. Вилсе пӗтнӗ пек, пӗр сас-хура ҫук… Каҫхине ҫичӗ сехет тӗлӗнче ҫав пусма тӑрӑх эпир икӗ пин картлашка хӑпартӑмӑр та, кратер конусӗ пуҫланакан сарлака вырӑна ҫитрӗмӗр. Пӗтӗм тӗнчери революци пулса иртсен акӑ — маншӑн пулсан — эсӗ хӑвӑн арӑму ҫумӗнчех выртса вил, сурса хурам ун чухне, анчах халӗ эсӗ пӗтӗмпех ҫав революци патнелле ӑнтӑлакан ҫын пулмалла. Хӑй буржуйсен салтакӗ пулсан та, пурӑнӑҫӗ унӑн япӑх. Вӗсем пурне те тӗкӗнсе, хыпашласа пӑхаҫҫӗ ӗненме те шанма пӑрахмасӑр — аяккалла ывӑтса яраҫҫӗ… Сирӗнпе кӑмӑл туличченех калаҫрӑм эпӗ, пӗрмай ӑйӑрсемпе пуплемелле мар вӗт-ха манӑн, тӗрӗс калатӑп-и? Вӑл пӗр самантлӑха куҫне хупрӗ, тутине пӑчӑртаса лартрӗ, икӗ аллипе пӗр харӑс ҫӳҫне каялла шӑлса хӑпартрӗ те Павел ҫине хӗрелсе кайнӑ куҫпа пӑхса калама тытӑнчӗ: — Мана хӑҫан та пулин ҫапсан, эпӗ ҫын ӑшне пӗтӗм кӗлеткепе ҫӗҫӗ пек кӗрсе каятӑп, шӑлпа кӑшлатӑп, — ан тив, тӳрех вӗлерсе хуччӑр! Вӑл мана ӳкӗтлерӗ те, йӗкӗлтерӗ те, хӑравҫӑ тесе те вӑрҫрӗ. Анчах та эпӗ ун ҫине, унӑн йывӑҫ пек нимӗне пӗлтермен пичӗ ҫине мӗн чухлӗ ытларах пӑхатӑп, вӑл маншӑн ҫавӑн чухлӗ ватӑ пек, ҫав тери ватӑ пек туйӑнма пуҫлать. Карапӑн вӑтам башни ҫинче пралук татӑкӗсем хӗлхемленсе ҫӗкленчӗҫ те шалтлатаҫҫӗ. Кӑштах лашине те кантармаллаччӗ ӗнтӗ, кӗрт аша-аша вӑл та ӗшенсе ҫитрӗ, хӑйне те ӑшӑнса тухсан кансӗрлемӗччӗ. Анчах августри ҫумӑрсем хыҫҫӑн вил тӑпри ҫывӑхне пырса шӑтнӑ виҫӗ хӗвелҫаврӑнӑш икӗ шит ӳсме ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, урам тӑваткалӗнче аялтан ҫил вӗрнӗ чух вӗсем ҫӳҫенсе илеҫҫӗ. — Ку пирӗн матрос арӑмӗ, 5-мӗш числара ун урине бомба пырса лекнӗ, — каласа парать сире хӑвӑрпа пӗрле пыракан хӗрарӑм: — упӑшки патне бастиона апат леҫме кайнӑ вӑл. Темӗн пысӑкӑш подъемнӑй кран тӗттӗм ҫӗрте ҫӳлелле кармашать. Хӗвеланӑҫӗнчен варкӑшса килекен ҫил вӗсене лӑскаса илет те тумламсем шапӑрах тӑкӑнаҫҫӗ, асамат кӗперӗ евӗр йӑлтӑртатса ҫиҫеҫҫӗ, ҫумӑр шӑрши кӗрекен кӑмӑллӑ та ачаш ҫӗр ҫине татӑла-татӑла ӳкеҫҫӗ. — Офицертен ыйтӑр. Вӑл хӑй революци пулнӑ. Виҫӗ маттур ача куҫӗсене хупса, тӗлӗксенче ӑшшӑн кулса выртаҫҫӗ. — Пӗррехинче ҫыру вуларӑм эпӗ, — пӑшӑлтатса илчӗ те вӑл, хӑйне Катя курас пек ун-кун пӑхкаласа илчӗ, — Ахӑрнех вӗсем Энскӑна каникула кайсан туслӑ пулнӑ пулмалла. Халӗ мӗн тӑвассине пӗлетпӗр эпир! Ҫӗпӗре-и? Пӗр пек тытӑнса тӑнӑ тӗттӗм пурнӑҫ тӑрӑх вӑраххӑн, анчах та анлӑн пӑлхану сарӑлса пырать, ыйхӑласа выртнӑ шухӑша вӑратать, вара ҫак кун мӗн-мӗн пулса иртнине ялан хӑнӑхнӑ пек лӑпкӑн курасси улшӑнса пырать. — Ҫӑва патнех кай ҫав тирӳпе пӗрле! — хирӗҫ хаяррӑн чӗнчӗ Кольхаун. Ку чухне писательсем кулӑшла пьесӑсем ҫыраҫҫӗ. Бен Ганн йӑнӑшас ҫук. — Ҫук, ытлашши нумаях мар… — Негоро кунта ҫитме пултарчӗ пулсан, вӑл малалла кайма та пултарать. Малтанах вӑл ку ывӑннӑран ҫеҫ пуҫра ахаль ҫапла илтӗнет пуль тесе шутларӗ, анчах та моторсем пӗрре лӑпланса, тепре пӗрремӗш хӑвӑртлӑх ҫине куҫса хытӑран хытӑ кӗрленӗ. Вара каменщикӗ татах хушса каларӗ: — Ним ӗҫ те ҫук вӗсен, авӑ ҫавӑнпа та ҫын ӗҫӗсене тиркесе лараҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫар пилочӗсен шкулӗнче инспектор пулса ӗҫленӗ, заметкӑри сӑмахсемпе каласан — «хӑш чух хӑйӗн аэропланӗпе сывлӑша ҫӗкленме те хӑйнӑ». — Кафтан бун, — тет ҫивчӗ салтак, зуав тӑхӑннӑ тумтирӗн тӗрӗлесе ҫӗленӗ аркине пӑхкаласа, каллех кулаҫҫӗ. Унтан, пӑртак тӑхтаса тӑрсан: — Аҫуна астӑватӑн-и? Сержант вара ҫине тӑрсах тӗпчерӗ: — Ну, мӗнле-ха, сударыня?.. Вӑл питӗ ҫилленсе кайрӗ. Дрёмовра ӗҫкӗ-ҫикӗ тума юратнӑ; туй пилӗк талӑка тӑсӑлчӗ, ӗҫсе супнӑ ҫынсем иртен пуҫласа каҫченех шавларӗҫ, урамсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн килтен киле ҫӳрерӗҫ. Ара, вӗсем мар-им ҫак йывӑҫсемпе тӗмӗсем таврашӗнчи ҫемҫе юра таптанӑ? Кӗтмен ҫӗртен вӑл урине шӑнӑр туртнине туйса илчӗ. — Пурте харпӑр хӑй вырӑнне! — терӗ капитан. Тӗрлӗрен пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, хӑш-перисемпе килӗшесех пулать. Унта пӗр ирӗклӗ негр пулнӑ, Огайо негрӗ, — мулат, шурӑ ҫынсем пекех шурӑскер. Рыбин ҫаплах хӑй сӑмахне ӗненсе, лӑпкӑн малалла тӑсрӗ: — Святой вырӑн пушӑ вырӑн пулмалла мар. Эпӗ ӑна — пуҫне ҫыртса тататӑп! Курак тунине лӑпкӑн кӑна ҫырткаласа выртакан старший лейтенант ҫамрӑк ҫине кӑштах кулакан хура куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. — Ма ял ҫунтӑр?.. Каҫхине вӑл площаде кинопередвижка лартӗччӗ те Мускав парадне е физкультурниксен уявне кӑтартӗччӗ, ыран вара дивизири юрӑпа ташӑ ансамблӗ театрти сцена ҫинче выляса парӗччӗ. Ҫитӗннисене ҫеҫ шутласан, вунтӑхӑр ҫынна хирӗҫ эпир улттӑн кӑна пулнӑ. Йӗри-тавра пӑхкаларӗ: каҫ тата илемлӗрех пек туйӑнса кайрӗ ӑна. Вӑл ҫак йывӑр минутсем хушшинче чи малтанхи хут алтупанӗн тӳрчӗпе питне-куҫне шӑлкаласа, ҫапла шухӑшларӗ: «Ыранах кайса калать! Тавтапуҫ, маттур!» — мухтарӗ генерал. Хӑй шанӑҫне пӗтересси патнех ҫитнӗ ҫын нимпе те интересленми пулать. — Уйра — питӗ сивӗ! Чӗрӗ чун, пуринчен ытла хӗрарӑм чунӗ хирӗҫ чӗнет. Тӳрех типме тытӑнать. Кӑшкӑраҫҫӗ пурте — кашни хӑй саслӑн. — Вӗсем штурм тӑваҫҫӗ, — терӗ шурса кайнӑ офицер, подзорнӑй трубине моряка парса. Вӑл… — Негорӑна туять теме май пур, тӗрӗс-и? — каласа пӗтерчӗ ун шухӑшне Дик, ватӑ негра аллинчен ярса тытрӗ те шӑппӑнрах калаҫма паллӑ пачӗ. Бояркин кашӑкӗпе чӑлан хӑми ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. Ҫапла пулма хӑнӑхнӑ вӗсем. Тата мӗн тӑвасшӑн? — Купене уҫма тивет, унти лампӑсене улӑштармалла, вӗсем ҫунса кайнӑ, — терӗ Корчагин хӑй хыҫҫӑн ҫӳрекен проводника. — Пур енчен те, старши лейтенант юлташ! — Эпӗ сире кӑмӑлсӑрлатма тивӗҫ, — ответлерӗ герцог. — Ӑна вӗлернӗ. Анчах шалта ларса пыракан хӗрарӑмсем, хӑйсене мӗнле аван мар пулсан та, хаваслӑхне пурпӗрех ҫухатмаҫҫӗ. Пирӗн вара хӑна пур Ромашка! Палларӗ пулсан та, мӗн ӗҫӗ пур-ха унӑн ҫак якалнӑ кительлӗ, ҫакӑр сӑмси чикнӗ илемсӗр хутаҫлӑ капитан ҫумӗнче? Ҫӳҫ пайӑрки те юнпа йӗпеннӗччӗ… ҫапла ҫав ун ҫамки ҫинчи йӗпе ҫӳҫӗсем ҫыхланса кайнӑччӗ… Женьӑпа пӗчӗк хӗрача чӳрече умне, хайхи хӗрарӑм патне, ҫитсе тӑнӑ иккен. Эпир хамӑр карап ҫинчен аннӑ ҫӗрте ҫывӑхра ҫырма та ҫӑлкуҫӗ те тупаймарӑмӑр. Кунти ҫӗрте этем пурӑннине кӑтартакан йӗрне-паллине те кураймарӑмӑр. Хаклӑ та ҫӗнӗ япала пулнине шута илсе, килте ӑна ҫывӑрмалли пӳлӗмре мар, малти пӳлӗмре амӑшӗн тумтирӗсемпе пӗрле ҫакса усратчӗҫ; ӑна уявсенче ҫеҫ тӑхӑнма юратчӗ. Ҫирӗм ҫул маларах ҫуралас пулсан, эсӗ пурпӗрех чӑн-чӑн кулак пулса тӑнӑ пулӑттӑн, сана чӑнласах калатӑп! Кӑнтӑрлахи апат умӗн Зиночка Алексее кивелнӗ паркри чӑтлӑхра шыраса тупрӗ. Куна эпӗ ун валли мар вӗт, хам валли турӑм. Вӗсем крыльца картлашки тата тӑпрас ҫине йӗркерен ларса тухсан, Кондрат Майданников арӑмӗ, пуҫӗнчи таса, кӑн-кӑвак сӑрпа пӗветнӗ тутӑрне тӳрлетсе, ҫапла ыйтрӗ: — Манӑн кӗрес-ши вара ун патне, хӗрарӑмсем? — Чипер кай, Марко бай! Ҫав илемлӗ лаша ҫинчен мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пур-и вара? — Эс ман чуна пӗтерсе лартатӑн, ку вара пысӑк ҫылӑх, — терӗ старик. — Итле-ха, Лука, шуйттан каллех секрета ярать ак, — терӗ вӑл, фазана йӑтса илсе тата «шуйттан» сӑмахпа урядника асӑнса. Ҫав ӑс-тӑнлӑ тилӗ ҫакӑн пек ҫанталӑкра яланах хӑйӗн шӑтӑкӗнче пытанса ларать. Алексей хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗчӗ сасартӑк пӗтсе ларма пултарассине туйса, нимех те шарлаймарӗ; ҫав вӑхӑтра военврач лётчикӑн «личнӑй ӗҫне» вулама тытӑнчӗ те, унӑн сарлака та ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ тӗлӗннипе тӑсӑлсах кайрӗ: — Урисене татнӑ… «Тӑрӑр!» Тахӑшӗ тата хыттӑн шӑхӑрса ячӗ. Халь ӗнтӗ ҫав хӗрарӑма шырама каяс пулать. Ачасем сасартӑк хӑраса ӳкме те, сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех час лӑпланса ҫитме те пултараҫҫӗ: вӗсем ҫынсене темле ӑшри туйӑмпа пӗлсе илеҫҫӗ. — Мана мухтама пултаратӑн, эпӗ ӗнер Коротаевӑна ҫавӑртӑм. — Эпӗ маннӑ, полковник. Эпӗ сирӗнтен пӗр япала ҫеҫ ыйтасшӑн. Ҫаптарса илме юратчӗ ӑна; анчах вӑл шухӑшласа кӑларни ытла ӑслӑ, кулӑшла та, эпӗ ӑна каҫартӑм, mon cousin. Эсӗ мӑн, хусах ҫын-им? — Мӗн терӗр? Вӑл ҫиленсе карӗ. Тепӗр тесен, эпӗ ӑна илме тивӗҫ те». Лось уҫӑ куҫсемпе выртать — пичӗ пӗркеленчӗксемпе витӗннӗ, ватӑ, пит ҫӑмартисем путса кӗнӗ. — Ҫав турӑран хӑраман ҫынна тытма та, пӗлме те ҫук, — терӗ килнӗ ҫынсенчен пӗри. Ҫӗр виҫекенне пӗр ҫӗр тенкӗ, е ҫӗр аллӑ тыттарӑп, вӑл пӗр пилӗк теҫеттин уҫланкӑ сахал кӑтартӗ. Пурӑнатӑн-и? — Эпӗ-и?! — тесе ячӗ индеец. Санинӑн флегматикла тусӗ, ваннӑран ҫӑвӑнса тухса, питӗ хӳхӗм атлас шлафрок тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ; пуҫне вӑл хӑмла ҫырли тӗслӗ феска тӑхӑннӑ. — Ҫук, ун пирки иккӗленме пултараймастӑр, — терӗ ӑна Риккардо. — Мускавран вӗсене салам калама хушса ячӗҫ, — суйрӑм эпӗ. — Анчах, ҫакна каласа парӑрччӗ, пичче: ӑҫтарах тӑратпӑр-ха эпир халӗ? Эпӗ ку таранччен те ҫакӑн ҫинчен ыйтса пӗлеймерӗм: сирӗн приборсем ҫак ыйтӑва хирӗҫ ответ пачӗҫ пулӗ, — терӗм. Вӑл манӑн чӗлхене икӗ пӳрнипе тытса туртрӗ, эпӗ хӑранипе хӑрӑлтатса илтӗм. Вӑл лӑпкӑ, эпӗ яланах шикленсе ҫӳретӗп; унӑн ҫул-йӗрӗ пур, тӗллев пур, эпӗ вара — ӑҫталла утатӑп эпӗ? Ӑҫта ман кил-ҫурт? Унтан пӗчӗк турпас татӑкӗ шыраса тупрӑм, ӑна каскаласа тура тӳрчӗ евӗрлӗ турӑм та Глюмдалькличран чи ҫинҫе йӗп илсе йывӑҫ татӑкне пӗр пек хушӑсем хӑварса шӑтӑксем турӑм. Геркулес пысӑк утӑмсемпе утрӗ, ачана хӑй пӗлнӗ пек йӑпатрӗ. Гарсиа — Отелло, эпӗ — вара вӑл ак ҫак сӑмахсене каланӑ чухне… Панталеоне театрти пек тӑчӗ те чӗтрекен, уҫӑ мар, анчах хавхалануллӑ сасӑпа юрласа ячӗ: L'i… rа daver… sо davеr… sо il fato lo piu n… nо… nо non temеrо! Эпӗ паян эсир мӗншӗн ҫакӑн пек хаваслӑ пулнине пӗлесшӗн пултӑм. Анчах мана кайӑк тытасси пит илӗртме пуҫланӑччӗ, вӑл мана кӑмӑша каятчӗ, мана никама та пӑхӑнмасӑр пурӑнма май парса вӑл кайӑксемсӗр пуҫне никама та чӑрмантармастчӗ. Козак чунӗсен кичемлӗхӗ ҫавӑнтах сирӗлсе кайрӗ, вӗсен чӗрисем пӑрӑлтатса вӗҫекен кайӑк пекех хускалчӗҫ. Вӑл пӗр ҫӳҫенмесӗрех ҫапла калать: ССР Союзӗ патшалӑх мар вӑл, ССР Союзӗ вӑл — «татса каланӑ географиллӗ ӑнлавран пуҫне урӑх нимӗн те мар» (пурте кулаҫҫӗ), ҫавӑнпа ССР Союзӗн Конституцийӗ чӑн-чӑн Конституци шутне кӗме пултараймасть, — тет. Феничка ӑна итленӗ те тухса кайма тӑнӑ, анчах Арина ӑна: «Чуптусам ӗнтӗ улпутӑн аллине, айванскер», тенӗ. Николай Петрович аллине чуптума паман, унӑн тайнӑ пуҫне вӑтанкаласа хӑй чуптуса илнӗ. Ковалев Ивана чӗнсе илсе ӑна ҫак ҫуртрах иккӗмӗш хутри чи лайӑх хваттерте пурӑнакан доктор патне ячӗ. Унтан вара хӑй те тӳррипех каласа пачӗ. — Ҫитӗ кун чухлӗ ҫывӑрнипе, ахаль те ҫывӑрсах ӗҫе харама ятӑмӑр. Ыттисем нимӗн шарламасӑр пӗрре Половцев ҫине, тепре — Яков Лукич ҫине кӑн-кан пӑхкаласа лараҫҫӗ. Аха! «Мӗн эсир, Иван Никифорович, тумтирӗрсене туллиех ҫакса тултарнӑ?» тет Иван Иванович каярахпа. — Типӗрех, — шухӑшланӑ та ун пирки Артамонов, Илья кӑшкӑрса пакӑлтатакан Горицветов пек, кахал та саврӑнкалайман Яков пек, ачалӑха хӑвӑрт ҫухатса, кӗнекере ҫырнӑ пек калаҫакан, хӑвӑрт шӑртланса каякан Мирон пек пулманнипе, вӑл вӗсенчен пачах уйрӑлса тӑнипе хӑйне хӑй лӑплантарнӑ; Мирон пурнӑҫри кашни ӗҫ пиркиех кӗнекесенче ҫирӗп закон пуррине пӗлсе тӑракан чиновник евӗрлӗ пулнӑ. Кӗсре тискеррӗн кӗҫенни те халӑх ушкӑнне Зеб Стумп пырса кӗнӗ чухлӗ тӗлӗнтерсе яман. Анд сӑрчӗсенчен анни Мак-Набс вырӑнӗнче пулсан, тепри кирек кам та ҫав хӳшӗ айккипе, е унӑн ҫумӗпе, е унӑн ҫийӗнченех ҫӗр хут иртсе кайсан та вӑл пуррине асӑрхайман пулӗччӗ. — Ҫӑмарта тени те — ытарма ҫук лайӑх, — терӗ Широкогоров, тем ӑмсаннӑ пек. Доктор килет! — терӗ вӑл сасӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен халап янӑ пекех илемлӗ каласа пама пултарнӑ, ҫавӑнпа та ӑна итлеме ҫынсем ачи-пӑчисемпех пынӑ. Майра-патша ӳт-пӳне, аллисене хулпуҫҫи таран та ури хырӑмӗсене ҫурри таран ҫара хӑварса, йӗтӗн газӗнчен ҫӗленӗ тӑвӑртарах ҫӑмӑл платье, кӗмӗлпе тӗрлаттерсе тӗртнӗскер, ҫат тытса тӑнӑ. Тӗрӗссипе каласан, эсӗ ӑна ӗненетӗнех пулсан, пирӗн урӑх нимӗн ҫинчен те калаҫмалли ҫук. Сасартӑк урай урлӑ каҫакан ҫап-ҫутӑ йӗр ҫийӗпе пӗр мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ. Кактус уйӗ пурӑ пек шап-шурӑ та сӗвек ҫыран тӗлӗнче вӗҫленчӗ. Эсӗ кам?.. — ыйтрӗ ҫав ҫын. Анчах мӗн-ма ҫакнашкал ӗҫех явӑҫмалла-ха унӑн? Ӑнланма пултараймастӑп. Юрӗ, тавлашмӑп. Тек аса илтерем те мар. Лашине палларӗ, а Середана хӑйне асӑрхаймарӗ. Виҫҫӗмӗш пайӗ пит лайӑх иртрӗ. Эпӗ нумай стих пӗлсе астуса тӑратӑп, унсӑр пуҫне тата манӑн хам мӗн юратнине ҫырса хунӑ хулӑм тетрадь пур. Ак кунтах иккен вӑл, хайхи чаплӑ кӗнеке! Митя пысӑк пӳске пек пулса, хутланса ларчӗ те питӗ ҫӳле ыткӑнса хӑпарчӗ, Мирон вара, ӑна та ывӑтма тытӑнсан, сывлӑшра темле авкаланса илчӗ, унӑн аллисем те, урисем те татӑлса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ. — Ҫапла, тӗрӗс. Нумай ӑнланать вӑл хӑй ҫинчен… Джунгли вӗт-ха! Потап вӑрманта, Сидор ватӑ Хорьпе пӗрле хулана кайнӑ… Савӑнсах пурӑнаймаҫҫӗ-ҫке вӗсем кунта, ҫӑкӑр-тӑварлӑ мар-мӗн вӗсемшӗн хӑйсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗр! Часах конак картишӗнче пӑшал та пистолет, ятаган купи купаланнӑ. Ан тив эппин вӑл лӑпкӑн вилтӗр, хӑйне чунтан-вартан савса тӑнӑ ҫыннине ӑнланса вилтӗр, эппин Радӑн мӗн те пулин тума тӑрӑшмалла… — Тӗрӗсех, Уэлдон миссис, — кӗскен тавӑрчӗ ҫамрӑк, вӑрӑммӑн ӑнлантарассинчен пӑрӑнасшӑн пулса. Урнӑ пек, пысӑк чышкисене чӑмӑртаса, вӑл кӑшкӑрса ячӗ: — Хушамату мӗнле? Сасартӑк эпӗ хама хуралласа тӑракан ушкӑн мана сылтӑм енчен кӑкарса хунӑ вӗренсене пушатнине туйрӑм; халӗ ӗнтӗ пуҫа сылтӑм еннелле пӑракан пултӑм. Ҫак ыйтусене пурне те вӑл пӗр вӑхӑтрах пачӗ. Вӑрӑм, ҫӳхе тути хӗрри кулать: — Аэлита, мӗнлерех ҫывӑртӑн? Эпӗ сире килӗшетӗп вӗт? Курнӑҫса калаҫнӑ вӑхӑтра яланах воспитатель пӑхса тӑрать. Женя, ҫитӗ! — Килте нимӗн те ҫук та, тупкаласа килсе хатӗрлесе парӑп. Пурӗ — 1325 гектар, ун ҫумне тата Гремячий Лог хуторӗнчен кӑнтӑр еннелле Ҫӗлен варӗ патне ҫитиех тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫӗре пахча ҫимӗҫ лартма уйӑрса хунӑ. Тулӑксӑр. Хӑлхисем хӑйне улталаманнине ӗненсе, майор Гленарванпа Джон Мангльса чӗнсе илчӗ. Эсир килни калама та ҫук хӑрушӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫав плана хирӗҫлесе, унпа килӗшмерӗм. Лозневой ура ҫине тӑчӗ, кӗпине турткаларӗ, ҫӗҫӗ тытрӗ. — Ыран пӗрремӗш бригадӑпа пӗрле хам хире тухатӑп… Ҫитменнине тата аташса кайнӑ ывӑлӗ хӑй ӑҫта выртнине те пӗлтермен. — Пӗлетӗп, тӗл пулкаланӑ. — Вара Томпа ытти негрсем патне ҫаврӑнса: — Ӗҫе пуҫӑнар, туссем! Унтан эп ҫырӑва, кофейнӑя леҫсе, каллех хӑй вырӑнне хутӑм, — Ганко нимӗн те асӑрхамарӗ! Анчах Юргин асӑрхаттарчӗ: — Ҫук, манӑн та йӑлтах пӗтнӗ… — терӗ вӑл. Анне вилнӗ хыҫҫӑн эпӗ вӑл ҫуртра пурпӗрех пурӑнайман пулӑттӑм. Лешӗ Артём ҫине пӑхса илчӗ: — Эсӗ пуҫла. Тулти мӗлке кӑшт хускалса илчӗ те тытӑнкӑллӑ хулӑн сасӑ:— Эпӗ, Жухрай, — терӗ. — Ҫук, пӑртакҫӑ лучӑркантӑм. Анчах мӗнле кӑна чӗрчунсем пулчӗҫ-ха вӗсем? — Кирила Петрович аллине кайма! Вӑл хӑйӗнчен хӑй шикленчӗ тата хуҫисем патне ӳлӗмрен нихҫан та кӗместӗп тесе сӑмах пачӗ. Халӑх хушшинчен кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ патвар та ҫӳллӗ мар арҫын тухса тӑчӗ. — Ну, ан шарланӑ пул! — хыттӑн каласа хунӑ Фома. Костя хӑйӗн комбачӗ пулнӑ Лозневоя хирӗҫ хӑюллӑран та хӑюллӑраххӑн чӗнме пуҫларӗ. Кунашкал задачӑн тупсӑмне пӗлес тесе вӑл, ялан тенӗ пекех, вунӑ минута майлӑ е ытларах та тертлӗн шутлать, анса ларнӑ хура куҫлӑ ырхан та кӗре пичӗ хӑйӑн пысӑк мӑйӑхпа хытӑ шӑртлӑ хура сухалӗ ӑшне путнӑ, — вӑл чӑннипех те питӗ тӑрӑшса пуҫ ватать. — Мӗскер йӑнӑшӗ пулма пултарнӑ унта! — хирӗҫ каланӑ ирландец. Хӑйне ан курччӑр тата хӑна пӳлӗмне таврӑниччен лӑпкӑ ҫӗрте кӑшт канса ларас тесе, вӑл тӗттӗм ҫӗре тата шаларах кӗчӗ. Мӗскӗн Ковалев кӑштах ухмаха ермерӗ. — Кунпа килӗшетӗп эпӗ, — тесе ҫирӗплетрӗ географ. Калатӑп сана, хӑп луччӗ. Степан Иванович костыльсемсӗр ҫӳреме вӗренчӗ, кӗлеткине самаях тӳрӗ тытса утма пуҫларӗ. Ку телеграф квитанцийӗ. Унта ман аттен пысӑках мар имени пурччӗ. Кашни йывӑҫа тенӗ пекех, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитиччен, вӑрманти виноград аврисем явса илнӗ, аялта тӗттӗм йӗплӗ хулӑ чӑтлӑх пек ӳссе кайнӑ. Пӳрте ушкӑнпах кӗпӗрленсе кӗчӗҫ. Хыҫалти ретсенче такам мӑкӑртатнӑ: — Мӗн пирки вӑл? Вӑл телейлӗ пулнӑ, юратупа киленес минутӑсем ытла хӑвӑрт иртсе каясран ҫеҫ хӑранӑ. Ах, шикленни чӑнах та пулнӑ ҫав. Хӳшӗ алӑкӗн урати ҫинче ҫын курӑнса кайнӑ. Луиза ку тӗлӗнтермӗш Фелим пулнине палласа илнӗ. Пӗр аллинче Фелим томагавк тытнӑ, тепӗр аллинче — пит пысӑк чашкӑракан ҫӗлен. Амӑшӗ унӑн ҫыхӑнусӑр, хӑвӑрт каласа кайнӑ сӑмахне тимлесех итлесе, хӑй хӑранине путарма, салхуллӑ туйӑмпа кӗтсе ларнине сирсе яма тӑрӑшрӗ. Ҫав ӗҫ вӑхӑтӗнчех хӑй валли ачасем туса тултарать те малтан вӗсемпе выляса киленет, анчах вӗсем те нумай ҫиме тытӑнсан, вӑл вӗсене ҫилленет, вӑрҫать — часрах ҫитӗнӗр, ҫӑткӑнсем, ӗҫлеме вӑхӑт! Ӗненмеҫҫӗ. Джим кӗпен хыҫалти тӑхисене ҫаклатсан, кӗпе мана чухах пулса тӑчӗ. Ӳркенсе ҫеҫ, куҫне уҫмасӑр, йыттине чӗнчӗ: — Арто… ӑҫталла? Чӑн та ӗнтӗ, эпир ун аппӑшӗпе вӑрттӑн тӗл пулкаланӑччӗ, анчах уншӑн ытти ҫынсем айӑплӑ, эпӗ мар, вӑл та мар. Алексеевнӑн, Лушка аппӑшӗн, хуҫалӑхра ӗнепе пӗчӗк пахчасӑр пуҫне урӑх ним те пулман. Ҫынсем хӑйсем пек мар, тимлӗ те йӑваш; эпӗ вӗсене ҫав сехетсенче пит юрататӑп, вӗсем те манпа лайӑх; эпӗ хам вырӑнта пулнӑ пек туйӑнатчӗ мана. — Феничка розӑна Базарова пачӗ. Уншӑн икҫӗр доллар параҫҫӗ те. Пӑхсамччӗ ман ҫине: е эпӗ вара ахаль матрос евӗрне килетӗп-и? — Ил, асатте, асӑнмалӑх пултӑр! — терӗ Алексей, кил хуҫине кинжал сӗнсе. Унта выртассӑм килмест, мур патне… — Аха, хӑрать. — Чӑнах та ҫук, — тесе ҫирӗплетрӗ Гленарван. Юлашкинчен, тухса каймалли кун ҫитрӗ. Эпӗ Глаббдобдриба тытса тӑракан его высочествӑпа сывпуллашрӑм та, хампа пӗрле килнӗ юлташсемпе Мальдонадӑна таврӑнтӑм. Кунта Лаггнегга кайма пӗр карап хатӗр ларать. Акӑ хурҫӑ шӑратакан пысӑк заводра рабочисен тарӑхӑвӗ хыпса илнӗ. Вӑл ҫӑра куҫхаршисене тачӑ пӗрсе лартрӗ те хӑйӗн повеҫне малалла калама пуҫларӗ: — Манран кашниех: мӗншӗн вут-хӗм хӗрсе ҫуннӑ вӑхӑтрах большевика кӗмен тесе ыйтма пултарать. Мӗнле ырлӑх кунта — пӑшӑлтатса илчӗ Ҫӑрттан мучи, ӑйӑрӗсене тӑварса. Качча кайман хӗрсен пурнӑҫӗ те, качча кайнисен пурнӑҫӗ те пирӗн вӑхӑтра ҫавнашкал. Хваттерӗ тесен, пырать, ача-пӑча таврашӗ ҫук, вулама никам та чӑрмантармасть тата ытти енчен те… Эсӗ старост! — Акӑ мӗн, эсӗ манпа шӑл йӗрсе ан тӑр, кай!.. Ҫапах та, Флоринда ҫавна сисмесӗр юлмарӗ. — Ӗҫсем начар, — терӗ Джемма. Койки ҫине пӗтӗмпех сухари сарнӑ; матрацне те сухарипех чыхса тултарнӑ; каютӑри кашни ҫурӑка, кашни кӗтессе сухари чике-чике тултарнӑ. Унӑн саркаланса ӳкнӗ ҫунаттисен айӗнче Роберт та курӑнмасть. Вӗсем строительствӑри йывӑрлӑха ыттисемпе пӗртанах чӑтатпӑр, тесе ӗнентереҫҫӗ. Хамӑр пӗр-пӗрне мӗншӗн тарӑхнинчен тӗлӗнеттӗм эпӗ, ӗҫӗ вара питӗ ӑнланмалла пулнӑ: ку тарӑху вӑл этем ытлашши выльӑхла хӑтланнине хирӗҫлени ҫеҫ пулнӑ. Эпӗ пысӑках мар, ытла тирпейлех те мар пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм; унти сӗтел-пукана та васкавлӑ лартса тухнӑн туйӑнчӗ. «Тем парсан та пӗлес ҫук эсӗ, my dear», — тесе ответленӗ ӑна Григорий Иванович, унтан вӑл мӗн пулнине пӗтӗмпех каласа панӑ. Пӗлӗчӗ, ҫӗрӗ, шывсем юхса выртаҫҫӗ, пароходсем чупаҫҫӗ. Астӑватӑр-и эсир турра! Амӑшӗ, ҫак ҫынна курайман туйӑма ирӗксӗрех парӑнса, сасартӑк сивӗ шыва сикнӗ пек чӗтресе, кӗлеткине тӳрлетрӗ, унӑн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗк хӗрелсе кайрӗ, куҫ харши аялалла усӑнчӗ. Запорожецсен речӗсенчен икӗ козак юланутпа тухрӗҫ. Ҫав вӑхӑтра корпус командирӗ патӗнчен виҫҫӗмӗш ординар ҫӗнӗ выговорпа вӗҫтерсе килет ӗнтӗ. — Ҫапла вара, Дик, сан Гаррис мистертан тата ыйтса пӗлмелли пур-и? Ходоров цех начальникӗ патне жалобӑпа кайнӑ, Костька, начальство килнӗ ҫӗре пурте йӗркеллӗ пултӑр тесе, масленка шырама чупнӑ станокне чарман. Иван Иванович сӑмаха тепӗр май пӑрас тенӗ чухне кирек хӑҫан та урӑххи ҫине куҫатчӗ, хальхинче вӑл путенесем тытасси ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Темӗн. Яков вахтӑна каяс умӗн эпӗ унтан: — Вӑл мӗскерле ҫын? — тесе ыйтрӑм. Ҫав пахалӑха вӗсем тропик вӑрманӗсенчи тӗттӗм ханкӑрсенче пурӑннӑ вӑхӑтра аталантарнӑ. — Пӗрре ҫеҫ мар каланӑ! Манӑн хӑнасене йышӑнмалли вырӑн ҫукчӗ, ҫитменнине ҫӗнӗ пекарь, отставкӑна тухнӑ салтак, жандармсемпе ҫыхӑну тытатчӗ, жандармски управленин килкарти хыҫӗ пирӗн килкартипе тӗртӗнсе тӑратчӗ те, самӑр «кӑвак мундирсем» пирӗн пата — полковник Гангардт валли булкӑсем, хӑйсене валли кулач илме хӳме урлӑ каҫса кӗретчӗҫ. Таупо кӳлли Историчченхи вӑхӑтсенче Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ларакан ҫурҫӗр енчи вырӑнта шӑп варринче ҫӗр пичӗ хускалнӑ та, тӑрӑшшӗпе ҫирӗм пилӗк миль, сарлакӑшпе ҫирӗм миль пӗр тӗпсӗр авӑр пулса тӑнӑ. — Ҫывӑхри хулана, — тет француз, — унтан пӗр помещик патне, вӑл мана хӑй курмасӑрах учитель пулма чӗнсе илчӗ. Хуллен варкӑшса юр ҫӑвать. Марш килелле! — Пӗр сассӑр авӑсӑр, ачасем! Мӗнле пулсан та, шӑв-шавсӑр! Паллах ӗнтӗ, пума кӗтсе тӑмарӗ, эпӗ пӑшала ҫӗнӗрен авӑрличчен вӑл ман алла ҫакнашкал суранлатса та хӑварчӗ. Уманецсем хӑйсен куренӗн атаманне Бородатыя вӗлернине пӗлсенех ҫапӑҫма пӑрахса ун ӳтне тирпейлеме вӗҫтерсе пычӗҫ, ҫавӑнтах курень атаманне кама суйласси ҫинчен канашлама пуҫларӗҫ. Ҫак вӑрҫӑ пынӑ чухнехи пек урӑх нихӑҫан та халӑхсене ҫавӑн пек инҫе те нумай курмалли-илтмелли ҫула тухса курма тӳр килмен. Ҫын сутуҫисем хӑйсен ӗҫне-хӗлне сӳтсе яврӗҫ. — Итле, Гек, тем ырра мар ку япала. Вӑл пирӗн ҫинчен тата халӑх умӗнчи пирӗн тивӗҫлӗх ҫинчен… Пирӗн харпӑр хӑйӗн умӗнчи тивӗҫӗ ҫинчен каларӗ. Тата эпир мӗнпе пулӑшма пултарасси ҫинчен. — Пулӑшасси? Кама? — Пур ҫӗрте те кансӗрлӗх. Апла ку питӗ лайӑх. Ун пуҫне мӗн те пулин пырса кӗрсен, нимӗнле те кӑлараймастӑн. Петр Артамоновӑн, инкеке часрах сирсе яма, унтан пӑрӑнса иртме тӑрӑшса, ҫав инкеке хирӗҫ васкасах пырас йӑла пулнӑ. Эпӗ Леона шывӗ хӗрринче Индж форчӗ ҫывӑхӗнче вырӑн илтӗм. — Тата асӑрха-ха — пушарсем… Катя хирӗҫ чӗнмест, вӑл хӑйӗн салопӗпе чӗркенет; ӑна сивӗ. — Ман ал тупанӗ ҫинче, — акӑ эпӗ сана ӗнсерен парсассӑн, вара ӑҫтине пӗлӗн! Те вилме, те ҫывӑрса кая пуҫланӑ, — ӑна вӑл пӗлмен, анчах вӑл вилме те, ҫывӑрма та пӗр пекех хатӗр пулнӑ. — Волошинӑн сӑмси ҫине лартса янӑ куҫлӑхӗ хыттӑнах силленсе илчӗ. Унта телейлӗ Аркадири пекех туйӑнать, — терӗ. — Ӑна Туфольд бухтине чӗнсе илме вӑхӑт ҫитмен-ши? — Ҫук, килӗшмест вӑл, — терӗм эпӗ, дивизион командирӗ Иван Иваныча шыв айӗнче ҫӳрекен лодкӑпа пӗр теветкеллӗ похода яманшӑн Иван Иваныч епле ҫиленнине аса илсе. Говэн иккӗленнӗ. Эсӗ чӑн калатӑн-и, негр? Юратнӑ тӑван ҫӗршывӑма тата пӑрахса хӑварнӑ хам чӗрешӗн хаклӑ ҫынсене каллех курас ӗмӗт сасартӑк килсе кӗрсен, эпӗ пит савӑнса кайрӑм; ӑна ниепле те каласа пама ҫук. — Халь шӑрӑх мар-ха, — терӗ тахӑшӗ. Пурнӑҫ вара — кӑшт ҫеҫ ун ҫине тӗрӗс мар пус, кӑшт ҫеҫ тӗрӗс мар вырӑн йышӑн — пин-пин сасӑпа кӑшкӑрса пӑрахать, ҫитменнине — ҫапса антарма пултарать. — Кӑвайтне сӳнтерӗр! Лупас патӗнче — ҫынсен ушкӑнӗ пӗр ҫӗре таччӑн кӗпӗрленсе тӑнӑ. Ҫак самантра нимӗҫ хӑй кӗсйинчен пӗчӗкҫеҫ, ҫап ҫутӑ йӑлкӑшакан тутапа каламалли купӑс туртса кӑларма ӗлкӗрчӗ. Ҫав хушӑрах вӑл Бурдалу губернатор хӑйӗн уйрӑм поручениллӗ чиновникӗсене, кирек ӑҫта ӗҫпе ярсан юланутпа ҫӳреме ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, шпорсемпе ҫӳреме хушни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Мӗншӗн эсир мундир тӑхӑнман? — ыйтрӑм эпӗ. Шыв хуралса кайрӗ; вӑл тепӗр ҫумӑр пӗлӗчӗ пек курӑнса выртать, вӑл пӗлӗтпе кӗҫ-вӗҫ пӗрлешсе каяс пек туйӑнать. Анчах мӗн пирки уланӑ-ха Тарӑ? Яков Лукич аслӑк айӗнчи плуг хыҫӗнчен пӗчӗкҫеҫ йытӑ йӑшаланса тухнине калама ҫук хӑраса пӑхса тӑчӗ. Вара сасартӑк хӑй ҫумӗнчех Марин пиччӗш сассине илтрӗ: — Пӗшкӗнерех, пӗшкӗнерех пер, каччӑ! Унсӑрӑн сана лектерме пултараҫҫӗ! — терӗ вӑл такама. Ӗлӗкхи улпут пирӗн тӳрӗ кӑмӑллӑ, лӑпкӑ ҫынччӗ, — ӑна турӑ ҫӑлӑнӑҫ патӑрах! Малалла! Сылтӑмалла! — Пӗр стакан эрех ӗҫсе памастӑр-и? Мересьев ҫак самӑр, хӑйне мӑнаҫлӑн тыткалакан, нихҫан пӑлханас ҫук пек лӑпкӑн ларакан ҫын ҫине, унӑн типтерлӗ кителӗн ҫухавийӗ айӗнчи шурӑ ҫухави ҫине, тикӗссӗн каснӑ илемсӗр чӗрнеллӗ ҫӑмламас аллисем ҫине ҫав тери кураймасӑр пӑхса илчӗ. — Кайрӗ, каймаллипех тухса кайрӗ, — терӗм. Антон Прокофьевич хӑй мӗн чухлӗ нумай шухӑшлать, ҫавӑн чухлӗ чӑрмавлӑ сӑкӑлтӑксем те нумай тупӑнса пыраҫҫӗ. — Хӑвна кӗреҫепе хӳтерттерес килет-им? Мӗншӗн тетӗн? Вӑл пысӑк кӑна ҫын, пичӗсем тӑрӑх вӑл кӑштах хытӑ чӗреллӗ пулни палӑрать, куҫӗсем вара калама ҫук ырӑ; сӑмах та ҫук, вӑл хӑюллӑ та паттӑр, ӗҫшӗн ҫунса тӑракан пысӑк чун-хаваллӑ ҫын, тата кирек мӗскер пулсан та, ахаль иртсе каймасть. Ҫыннисем эпир ахаллисем кӑна та, хамӑр йышши ҫынна нихҫан та сутмастпӑр, сан пеккишӗн тесен вара — чуна памашкӑн та хатӗр! Вӑхӑт нумай ӗнтӗ… Манӑн унпа пӗччен калаҫмалли пур, тесе калама ҫеҫ хушрӗ. Мана аларан тытрӗ те чирлӗ атте патне утрӗ. Вӑлах. — Тен, часах курнӑҫма та тӳрӗ килмӗ? Пар — саншӑн кӗлтӑвӑп! Анчах эпӗ ҫакна пӗлетӗп: тӑшмана каҫарма юрамасть пулсан, ӑна ҫӗнтерни те кирлӗ мар. Сӗтеклӗ ӳссе ларакан йывӑҫ ҫимӗҫӗсене, хӗп-хӗрлӗ ҫырла ҫупкамӗсене татса эпир тӑраничченех ҫисе килентӗмӗр! Питӗ пӗчӗккӗ пулнипе, ӑна вӑл чаплӑ пулнӑшӑн та каҫараҫҫӗ. Чура ӑна вӑл хӑйӗн хуҫи пулнӑшӑн ҫилленсе ҫӳремест. Пур ҫӗрте те — чеелӗх… — Кам килет? Халӗ шухӑшласа тавҫӑрса илӗр-ха: Носков сунарҫӑ мӗнле ӗҫпе пурӑнни ҫинчен манпа сирӗнсӗр пуҫне никамшӑн та паллӑ пулман. — Сирӗн яланах мӗн те пулин хатӗр мар вӗт-ха. Пӳрнисене йӗплӗ туратсемпе чиктеркелесе ҫырла татнӑ хушӑрах вӑл, библиотека варринче ларакан аналой еннелле куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗ. Аттене халӗ каламасан та юрать, — терӗ. Фома, пӗлес килнӗлӗхпе хытса, айккинелле кайса ларнӑ. Икӗ енӗ те темскер кӗтнӗ пек туйӑнать. — Вӑл кивӗ ӗненӳ ҫынни, — пӑшӑлтатса пӗлтерчӗҫ Степкӑпа Вася, ҫавна май темле вӑрттӑн та пӑсӑк япала ҫинчен каланӑ пек пӑхкаласа илчӗҫ. Ун пек пӗчӗкҫӗ хутаҫпа пирӗн Тарас пономарь кунсеренех чиркӳре ҫӳрет. Пӗтӗмпе вӑл тӑхӑр доллар ҫурӑ ӗҫлесе илнӗ, ҫав укҫашӑн кунӗпе тар юхтарса ӗҫлерӗм тет. Ман пата карчӑк пырса тӑчӗ те усаллӑн ыйтрӗ: — Чертит тӑвас тетӗн-и? Ӑҫта-ха асамат кӗперӗн пӗтӗм тӗсӗпе капӑрланнӑ, ҫара питлӗ те вӑрӑм хӳреллӗ, нихӑҫан та ҫӗре анса ларман ара ятлӑ кайӑксем? Тропиксенче ҫеҫ пурӑнакан амазонкӑсем ӑҫта? Ӑҫта ҫав ытти пакӑлти кайӑксем, индеецсен шухӑшӗпе, ку таранчченех тахҫанхи вилсе пӗтнӗ йӑхсен чӗлхипе калаҫакан кайӑксем? — Иртсе пыраттӑм та — сирӗн ҫутӑ пуррине куртӑм. Кашни юнкунах (кунта юнкун уяв кунӗ тесе шутланать) корольпе майри тата вӗсен ачисем пурте его величествӑн пӳлӗмӗнче пӗрле апатланатчӗҫ. Ун пек чух ман сӗтелпе пукана королӗн сулахай алли ҫывӑхне лартатчӗҫ; эпӗ ун савнӑ ҫынни пулса кайрӑм. Король манпа киленсе калаҫатчӗ. Ҫав тӑшманла шухӑшсем унӑн ҫав тери нумай пулни ӑна хӑратсах пӑрахрӗ, вӗсем унӑн ӑшӗнче ҫуралса тухнӑ пек мар, тултан, ҫӗрлехи тӗттӗмрен кӗрсе тулнӑ пек, тӗттӗмре ҫара ҫерҫисем евӗрлӗ вӗҫсе ҫӳренӗ пек туйӑнать. — Пӑшалӑр лайӑх сирӗн, — пӳрнисемпе тӑкӑртаттарма чарӑнмасӑрах, тирпейсӗррӗн каласа хучӗ вӑл. Сулхӑнри юр сенкеррӗн те мар, кӑваккӑн курӑнса выртнӑ. Хӑй ҫинҫешке те халсӑр пулин те, килте утса-чупсах ҫӳрет. Manants пек ятлаҫас-и, урӑх ним те тума ҫук вӗт? Мӗн пур-ши унтан ҫӑмӑлли? — Кай, эппин, — кам сана тытса тӑрать? Кӗрешӳшӗн унӑн кӗлетки юрӑхлӑ пулни те уншӑн нимӗне те тӑман. «Пулчӗ те-ҫке кун!» ирӗксӗрех пӑшӑлтатрӗҫ ун тутисем. Анчах та Мересьев ҫак ҫынсем хушшинче уйрӑмах пысӑк калаҫу пулма пултарассине, ҫав калаҫу вӑхӑтӗнче виҫҫӗмӗш ҫын кирлӗ маррине туйрӗ. Вӑл куҫӗсене хупрӗ те ҫывӑрнӑ пек турӗ. Вӑл ӑна мана валлиех нумай вӑхӑт хушши аппаланса тунӑ. — Эпӗ сирӗн пата полк командирӗ хушнипе, — терӗ Федоровский типпӗн, — тумланмашкӑн тӑрӑшсамӑр та манпа пӗрле кайӑпӑр. — Аҫа ҫапса тем ҫунтарса ан ятӑрччӗ тата. Пирӗннисем, ав, ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ… Ун ҫинчен Маша ниепле те манма пултарайман; ӑна аса илтерекен мӗн пур япалана пурне те сыхласа усранӑ, сӑмахран: вӑл вуланӑ кӗнекесене, вӑл тунӑ тӗрлӗ картинӑсене, вӑл ун валли ҫырнӑ сӑвӑсене. — Сирӗн преосвященство, эсир турра кӗлтума ҫӳрекен ватӑ Диэгона манман пуль-ха? Ярӑр алла. Пурте ҫавӑн чухнехи пек пулса тӑтӑр, ӑна татах ыталаса илес тесен манӑн мӗн тумалла-ха? Ҫак таранччен салтаксенчен нумайӑшӗ, хӑйсене хӑйсем хытарса, хӑранине палӑртмасӑр ларатчӗҫ. Дмитрий Любовь Сергеевнӑпа туслӑ пулни халӗ те пӗтӗм ҫемье кӑмӑлне хуҫать. Анчах эпӗ кун пек хӑтланмастӑп. Ӑнсӑртран тенӗ пек — куҫа чарса чӑр пӑхрӑм та курах кайрӑм: хампа юнашар ҫуха касси хушшинче дудак-усач текен ҫав тери пысӑк вӗҫен кайӑк чӑпӑркка пекех тӑсӑлса выртнӑ. Ҫавӑнпа та эпӗ вӗсем мана ниепле сиен те тӑвас ҫуккине хам шанса тӑни ҫинчен пӗлтертӗм, мӗншӗн тесен эпӗ вӗсен тӑшманӗ шутланмастӑп, ҫитменнине тата вӗсене те сиен тума шутламастӑп. Вӑл ӑнланать: ун ҫулӗ ҫинче вӑл юратса пӑрахма пултаракан ҫын тӗл пулман-ха, тен, халӗ ӗнтӗ ун пек ҫын нихҫан та тӗл пулмӗ — вӑтӑр ҫулхи хӗр ытлашши тӗлӗнмелли япалах мар ӗнтӗ. Сегал губкомӑн агитпроп пуҫлӑхӗ пулса икӗ уйӑх ӗҫлет ӗнтӗ. Ӑнлантӑр-и? Большевиксем 1917 ҫулта влаҫ илнӗ чух скептиксем калатчӗҫ: большевиксем, тен, начар ҫынсем мар, анчах влаҫпа вӗсен ӗҫ тухас ҫук, вӗсем персе анӗҫ. Анчах ҫав вӑхӑтра Суламифь тӑна кӗнӗ те лӑпкӑ кулӑпа каланӑ:— Манӑн ӗҫес килет, — тенӗ. — Эс хӑравҫӑ маррине эп хам та пӗлетӗп, анчах ухмахсем кӑна вӗҫеҫҫӗ ӑна… Валькӑран яланах мӗн те пулин кирлӗ-кирлӗ мар шӑршӑ кӗрсе ҫӳретчӗ. Кӑна вуҫех ӑнланма май пулмарӗ. Ҫак витӗр курӑнан карӑ хӑна пӳлӗмӗн ӑшчикне пытарман. — Килӗшетӗп. — Команчасенчен пӗри те, индеецсенчен нихӑшӗ те ӑна вӗлермен. Ҫук та пулӗ. Анчах вӗсем шухӑшлама та, чееленме те пултараҫҫӗ, ҫак хушӑрах вӗсем пӗр-пӗрне кураймаҫҫӗ, пӗр-пӗрин ҫине вӑрттӑн тапӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне тавӑраҫҫӗ. Сулахай аллипе вӑл каскине чӗнӗнчен тытнӑ, сылтӑмипе, васкаса, пистолет кобурне хырӑмӗ ҫинчен аяккинелле шутарать. Вӗсем ларнӑ. Том тӑм татӑкӗ илнӗ те ҫуртине хӑйсене хирӗҫле стена ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ. Шутласа пӑхрӗҫ те — тӑватҫӗр вунпилӗк доллар ҫитмест иккен. Анчах хамӑр театрти актрисӑсенчен пӗри «Евгений Онегина суд тунине» пьеса лартнӑ пек, костюмсемпех лартса пама сӗнчӗ, ҫакӑн ҫинчен вара пӗтӗм шкулӗпех калаҫма пуҫларӗҫ. — Шапасем? Пӗр — ҫак пурнӑҫра мӗн пурӗ пӗтӗмпех нимӗн тӗлӗшне те тӑманнине, мӗн пурӗ пӗтӗмпех ҫӗмӗрӗлмелле, арканмалла иккенне ӗненнине ҫеҫ туянтӑм. — Чӗререн тав сире, — ответлерӗ Павел Петрович, — халь ӗнтӗ манӑн чӗнӗве ирӗксӗрле майсемпе усӑ курмасӑрах йышӑнасса шанма пултаратӑп. Мана, сӑмах майӗн, пӗр пӗчӗк шӳт каласа пама ирӗк парӑр-ха; тен, эсир вара интересленме тытӑнӑр. Хӑҫан вӑл кун пек ӑсталӑха вӗреннӗ-ха? — шутларӗ Мересьев, носилка ҫинче выртнӑ ҫӗртех хӑйӗн юлташӗн паттӑрлӑхне хапсӑнса. Марийка чӗнмерӗ. Вӑл ҫӗнтерме вӑй ҫитереймен йывӑрлӑхсем. Хӑвӑн ӗҫне турӑн… Лаша чарусӑр хытӑ каятчӗ, чӗлпӗрӗ шуса анса кайнӑччӗ, ун патне карӑнса ҫитме хӗнччӗ. Халӗ, эс ҫав япалана туса пӗтерсен, — инкеке кӗтсех тӑр! — Нимӗнле этем те? — терӗ пичче ерипен. Вӗсем правительствӑна ҫиллентерӗҫ е хӑратса пӑрахӗҫ ҫеҫ, ӑна пирӗн майлӑ ҫавӑраймӗҫ. Пире шӑпах ӗнтӗ ӑна хамӑр майлӑ ҫавӑрни кирлӗ. Вӑл эпӗ витӗрех йӗпеннине асӑрхасса, ҫавӑнпа мана тӗпчеме тытӑнасса эпӗ малтанах сисрӗм. Эсӗ — ӑнланмастӑн-и? Анчах тухатмӑшпа пӗрле патша пуррине, вӑл ун хӑтланӑшӗсемшӗн ӑна ҫилленменнине курсан, вӗсем аптраса хисеплӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Ку тӗрӗс мар тесе шутлатӑр-и эсир? Сасси ытла майӗпе янранӑшӑн хӗрхентӗм те ӑна эпӗ. Транспорт ҫинчи участокӑн Чрезвычайлӑ комиссинче ӗҫ вӗресе тӑрать. — Пулин. Ҫӳрекелерӗм унта, пӑхкаларӑм, анчах хам ҫаплах шухӑшлатӑп: «Мӗнле-ха ӗнтӗ, ӑҫта каяс манӑн?» Эп сана ҫӑлатӑп, Марыся, ӗнен мана. — Ҫапла ҫав. Анчах виҫӗ сехетчен ҫеҫ. Офицерсем пӗрмаях сире запискӑсем ҫыраҫҫӗ вӗт, сиртен кулаҫҫӗ… — тесе калас килет манӑн. — Мӗн сана — большевиксем ачашласа усрарӗҫ-им? Гусев карап ӑшне салтаксем патне анчӗ. Михайла мучи Алексея йӑтать те, ӑна ачана каланӑ пек калать: «Ну, мӗнех ӗнтӗ, вӗҫтӗр вӑл, вӗҫтӗрех, а эпир санпа мунчара ҫапӑнӑпӑр, шӑмӑсене ӑшӑтӑпӑр! Амӑшӗ ӑна кашни кун тенӗ пекех курать: икӗ тимӗр кӑвак лаша хытӑ мӗкӗрленнӗрен чӗтрекен урисемпе ҫӗре вӑйран тапса утать, вӗсем иккӗшӗ те ватӑ, ырханкка, пуҫӗсем ӗшенчӗклӗн те кичеммӗн сулланкаланса пыраҫҫӗ, тӗксӗм куҫӗсем асаплӑн мӑчлатаҫҫӗ. Эпӗ струльдбругсем ҫинчен каласа пани вулакана самаях интереслентерчӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп. Эпӗ хамӑн алла лекме пултарнӑ тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем ҫинче ҫакнашкал япаласем тӗл пулнине пӗрре те астумастӑп. Пӗррехинче, разведкӑна янӑскер, вӑл хӑйӗн машинипе, полнӑй газ парса, нимӗҫсен укрепленийӗсем урлӑ ыткӑнса иртнӗ. Минӑланӑ вырӑнсем тӗлӗпе чиперех иртсе кайнӑ та, туппинчен, пулемётӗнчен персе, тӑшмансем хушшинче паника туса, нимӗҫсем йышӑнса илнӗ — анчах Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем икӗ енчен ҫурункӑпа хӗссе лартнӑ пӗчӗкрех хулана пырса кӗнӗ, вара, нимӗҫсене вилсе канмалла хӑратса, хулан тепӗр вӗҫне, хамӑрӑннисем патне ҫӗмӗрттерсе тухнӑ. Ҫырӑва Шурочка ҫырнине Ромашов халь пушшех те вӑйлӑраххӑн ӗненчӗ. Ҫук, чунӑм, эс унтан ан хӑра, вӑл тилӗ пек мар, упа пек пурӑнать. Жоржетта, виҫҫӗшӗнчен чи кӗҫӗнни (вӑл пӗр ҫулталӑк та сакӑр уйӑх тултарнӑ), минтер ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ, хӑйӗн пӗчӗк вырӑнӗ ҫине майланса ларчӗ, унтан урисем ҫине пӑхрӗ те пакӑлтатма пуҫларӗ. Темиҫе утӑм ярса пуссанах, вӑл ҫав тери хӑвӑрттӑн тапма пуҫлать, унтан пӗрре ҫӳлелле сиксе илет, тепре аялалла ӳкет. Чӗри вӗҫӗмсӗр ҫапла тапнине пула, вӑл сывлайми пулать, унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать. — Эпӗ те сирӗнпе пӗрле асапланасшӑн, — пӑшӑлтатса каларӗ Джемма. Хӑвах шухӑшласа пӑх-ха эсӗ. Ҫавӑн чух вара эпӗ санӑн тусна, леш танкиста аса илтӗм. Эпӗ унӑн ятне астумастӑп, анчах та эсӗ унӑн пӗтӗм кил-йышне нимӗҫсем вӗлерсе тӑкни ҫинчен ҫырнӑччӗ. Манӑн ӑна ҫакӑнта илсе килсе кӑтартас килчӗ, хӑйӗн куҫӗсемпех куртӑрччӗ вӑл кунта нимӗҫсене мӗн чухлӗ пӗтерсе тӑкнине. Пысӑк кресла ҫинче вӑл тир туфли тӑхӑннӑ пӗчӗк урисене сулласа ларать, анаслакаласа ҫутӑ кӑвак халачӗпе пӗркенет те хӑй чӗркуҫҫийӗ ҫинчи кӗнеке переплетне шупка пӳрнисемпе шаккать. — Мана урӑх камерӑна куҫараҫҫӗ-и-мӗн? Тинӗсре ишсе ҫӳрекен карап ҫапӑҫури ҫарпа пӗрех. — Эсир пурӑнӑҫран ҫав териех писнӗ-и? — ыйтрӗ Базаров. Ӑнӑҫман революци хыҫҫӑн кирек хӑҫан та ҫавӑн пек юлать ҫав ӗнтӗ, унӑн ирсӗр хӳри вӑл… Эпӗ вилменрен ним чухлӗ савӑнмасӑр тӗлӗннӗ пек пулчӗ вӑл. Хӑй ӗҫне туса ҫитернӗ ӑстаҫӑ пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине. Виҫӗ ҫул каялла вӗсем хӑйсем власть патӗнче тӑни виҫҫӗр ҫул тултарнине уявларӗҫ, халь акӑ… — Мӗскер вӑл? Мӗн ҫинчен? — Эпӗ Кардиф тӑвӗ ҫинче, тӑлӑх арӑм ҫурчӗ хыҫӗнче, ватӑ йывӑҫ айӗнче хӑтланса пӑхас мар-ши тесе шухӑшлатӑп. Темиҫе минутран хӗҫпӑшалсене туртса илнӗ павлковецсене, хӗне-хӗне, урама кӑларса пӑрахрӗҫ. — Сывлӑх сунатпӑр! — кӗрлесе кайрӗ блиндажра. — Лешне хӗрхенет. Вӑл лупас ҫине тухрӗ, анчах чӳречерен пуҫне каялла чикрӗ те каллех мана ятлама тытӑнчӗ, эпӗ ухмахланса кайнӑ имӗш, тӑван аттене те палласшӑн мар пулать. Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл кайрӗ пуль-ха тесе шутларӑм эпӗ, анчах ҫук иккен, вӑл каллех пуҫне кантӑкран каялла чикрӗ те мана шкула ҫӳреме пӑрах, унсӑрӑн сыхласа тӑрса пӗҫерккӗ паратӑп терӗ. Хӑлхисем унӑн хӗрелсе кайрӗҫ, куҫӗсем алчӑрарӗҫ, ҫамки пӗрӗнчӗкӗсем тикӗсленчӗҫ. — Эсир хӑвӑра пысӑка хуратӑр-и вара? Мӗскер, — кам иккенне пӗлтерсен, тутлӑрах пулӑп-им вара саншӑн? Ачасем тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнсем ҫине ларса кӑвайт умӗнче ӑшӑннӑ, хӑйсен йӗпеннӗ мокассинӗсене типӗтнӗ, Отаки ҫӗҫӗ еннинчен хӑйӗн пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларса кайӑк ашне вакланӑ тата кролик тирне сӳсе унӑн ашне пӗҫерекен кӑмрӑксем ҫинче ӑшаланӑ. Вара эпӗ Soldat пултӑм! Пӗррехинче Берсенев Стаховсем патне кулленхи вӑхӑтра мар, ирхине вунпӗр сехетре пычӗ. Елена ӑна вӑрттӑн сӑнарӗ. Ҫав шӑтӑк витӗр кӗтӗм. — Ӑнлантӑм, — йӑл кулса илчӗ Ольга. Хӑшпӗр чух вӑл мана:— Тахта вулама… — тетчӗ. Тиртен тунӑ ҫивитти ҫумӑр яман, шал енче ҫивитти ҫил кӗртмен, ҫапла вара сиен хӗлре те вигвамра явӑнса выртакан ҫулӑм патӗнче ҫынсене ӑшӑ пулнӑ. Фашизма аркатса тӑкни чуралӑхран хӑтӑлнӑ ӗҫҫыннисемшӗн революци пекех пулнӑ. Ун сӑмаххисем мана ҫапса хуҫнӑ пек эпӗ ҫавӑнтах лапчӑнса антӑм, пӗтӗм ӑшчик ҫӳҫенсе илчӗ. Пӗртен пӗрре ҫеҫ капитана хирӗҫ чӗнме хӑю ҫитерчӗҫ, ку та чи юлашки кунсенче, манӑн телейсӗр атте вилмелли чирпе чирлесе ӳкнӗ кунсенче пулса иртрӗ. Бубенчиков карчӑксем (эпӗ вӗсене кунта тӗл пуласса пӗрре те кӗтменччӗ) пӗр харӑсах сиксе тӑчӗҫ, Энскра ман хыҫран чупаканни чей кашӑкне сӗтел ҫине ӳкерчӗ. Паҫӑрах каҫ пулнӑ, тӗттӗм, ҫӑлтӑрлӑ каҫ. Пушанса юлнӑ мӑн ҫулсем тӑрӑх, пӗр тӑхтамасӑрах, нимӗҫ ҫарӗсем куҫма тапратнӑ. Андрее хӑйӗн пуҫӗ самантрах минтресе кайнӑн туйӑнчӗ. — Вара сана та куҫарчӗҫ-и? — тесе ыйтрӗ унран сасартӑк Ерофей, пӗккине илнӗ май. — Тасана юратать. — Мӗн, вӑл сывах-и? — Юрать, эпӗ сире ответ парӑп. Пилӗк минутран ман хыҫра чӑлан алӑкӗ хупӑнса ларчӗ. — Ма эсир ҫав тери васкатӑр? Старикӗ анчах ун ҫине асӑрханкаласа, ыра мар куҫпа пӑхса илет. Тӗттӗмре пӗр-пӗринпе шиклӗнрех калаҫкаласа, урисемпе пылчӑка ҫӑрса тата шыв лупашкисем тӗлӗнче чӑлт-чалт! тутарса илсе, ҫынсем колхоз правленийӗн ҫурчӗ патнелле ыткӑнчӗҫ. Воропаев ӑна чӗтӗрекен хулпуҫҫийӗсенчен ыталаса илчӗ. Акӑ сана ал тыт ӑна, вӑл юлташу алли пулнӑ чухне. Малтан ҫакна ним вырӑнне те хуман, пурте вӑл кӗҫ-вӗҫ столовӑя пырса кӗрӗ тесе кӗтсе тӑнӑ. — Пӑлхав вырӑнне ав арӑш-пирӗш кӑна пулса тӑчӗ, — ҫилленсе пӳлчӗ ӑна тухтӑр. — Мӗнле сӑмах? — Ку питӗ аван ответ. Ӑна шӑпах пульӑсемпе питӗнчен персе тивертнӗ, хура куҫхаршийӗсем ытла хӗн курса пӗтнӗ пек туртӑнарах тӑраҫҫӗ. — Сирӗн — ангелӑнни пек! — тесе хунӑ Фома савӑнӑҫлӑн, ҫутӑлса кайнӑ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхса. — Куратӑр пуль? Унӑн хӑйне пур енчен те йӗркене кӗртмелле, ӗҫсе, ашкӑнса пурӑннипе пулнӑ пӑтранчӑк, кӑмӑла йывӑрлатса тӑракан япаласене манмалла. — Ну, эпӗ, эппин, эсӗ тухса кайсан выртатӑп… Ҫӗр ҫинче нимӗнле кӗтес те чипер тӗлӗшӗнчен ҫак айлӑм сӑн-сӑпачӗпе танлашаймасть. Вӑл пачах кулкалама пӑрахрӗ те тата шӑппӑнрах калаҫрӗ: — Анчах та эс, Георгий, асту, тур сыхлатӑрах сана, аннӳпе Иван Иваныча ан ман. Хуҫа самантрах шурӑ кӗсрене йывӑҫ чашӑкпа сӗлӗ илсе килме каларӗ. Хӑйӗн турӑ лашине никам та хӑваласа ҫитес ҫуккине вӑл пӗлсе тӑнӑ. — Ыйтма ирӗк парӑр: кам пулатӑр вара эсир? Ир енне кӑштах аванрах пулчӗ. Вӑл Арина Власьевнӑна ҫӳҫӗсене турама ыйтрӗ, унӑн аллине чуптурӗ, пӗр-икӗ сыпкӑм чей ӗҫрӗ. Василий Иванович та кӑштах хавасланчӗ. — Мухтав турра! — терӗ вӑл текех: — кризис ҫитрӗ… кризис иртрӗ. Вӑл ман ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Анчах мӗскер ӑна ҫавӑн пек тутарнӑ-ши? Вӑл та пысӑк событисем капланса килнине туйрӗ, — хӑватлӑ, тен ӗҫсене татса паракан ҫапӑҫусем ҫывхарнине сисрӗ. Халь вара ун лару-тӑрӑвӗ ҫакнашкал пулнӑ: унӑн пит ачаш, темле инкек те курма пултаракан хавшак чӗрчунсем пур. Апла пулсан, арҫыннӑн та ҫак правасем ан пулччӑр. Халь хӗрарӑмӑн ҫак енӗпе арҫын прависем ҫук ӗнтӗ. Ҫавӑнпа та вара, ҫак ҫук правасене саплаштарас тесе, хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне арҫын туйӑмӗ урлӑ тума пуҫлать, ҫав туйӑм урлӑ арҫынна вӑл йӑлтах пӑхӑнтарать те, пурнӑҫра вара тӗрӗссипе хӗрарӑма арҫын мар, арҫынна хӗрарӑм суйлани пулса тухать. Унтан вӑл лӑпкӑн палуба ҫине анчӗ те, никама пӗр сӑмах хушмасӑр, хӑйӗн каютине кӗрсе ҫухалчӗ. Владимир ашшӗпе сывпуллашма пуринчен малтан пычӗ… Ун хыҫҫӑн пӗтӗм дворовӑйсем сывпуллашрӗҫ. Лушкӑпа правлени умӗнче хирӗҫ пулса шӳтлесе илнӗрен вара, лешӗ хӑйӗн куллине ҫурма хупӑнчӑк куҫ хӑрпӑкӗсем айне пытарса пӗр-пӗр «кивелнӗ упӑшка» тупса пама ыйтнӑ хыҫҫӑн, кайран тата хӑйне качча илме сӗннӗ хыҫҫӑн, Давыдов хӑй сисмесӗрех ҫак хӗрарӑм ҫине урӑхларах пӑхма тытӑнчӗ. Кунта милицин ниҫта тухмасӑрах пурӑнма тивӗ. Кашниннех ҫӑвар тулли лӑймака пулӗ. Ӗҫӗ пирӗн тӗрлӗрен тивет, заводра станок умӗнче тӑрасси мар. — Мӗн калан эсӗ? — терӗ шӑппӑн Костя. Ҫанталӑк, телее пула, питӗ лайӑх тӑрать. Санин вара, ун чухнехи чаплӑ «Шурӑ Акӑш» гостиницинче кӑнтӑрлахи апат ҫисе, хула тӑрӑх ҫӳреме кайрӗ. Мана Ромаҫ лартнӑ кашни ыйту, хӑватлӑ йывӑҫ хӑйӗн тымарӗсене пурӑнӑҫ ӑшнелле янӑ пек, унта вара, пурӑнӑҫ ӑшӗнче, ҫав тымарсем хӑйсем пекех ӗмӗрхи тепӗр йывӑҫ тымарӗсемпе ҫыхланса ларнӑ пек, вӗсен кашни туратти ҫинчех шухӑшсем илемлӗн чечекленнӗ пек, янӑравлӑ сӑмахсен ҫулҫисем вӑйлӑн сарӑлса пынӑ пек туйӑнатчӗ. — Мӗншӗн хурланнине пӗлместӗп эпӗ. Ну, кай, вӑкӑрсене кӳл, эпӗ ҫӑвӑнатӑп ҫеҫ, вара пыратӑп. Кашни телеграмма тенӗ пекех тата: хушнине итлемесен, айӑплисене революциллӗ ҫар трибуналне суда паратпӑр, тесе асӑнать. Вӗсем иккӗн юлчӗҫ. — Чарӑнӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Монтанелли, пуҫне чӑмӑртаса, унтан аллисене усса, майӗпен чӳрече патне ҫитсе, пуҫне решетке ҫумне хучӗ. Анчах та акӑ, турра шӗкӗр, хирӗҫ кӗлте лавӗ килет. — Эсир ӑна шанатӑр-и? — тесе ыйтрӗ Мак-Набс. — Ҫӗрле пуличчен вӑхӑтӑм пур-ха, — терӗм те, вӑл сӗтел ҫине ман умма ҫӑкӑрпа пулӑ хучӗ, килте вӗретнӗ эрехне пӗр кружка лартрӗ те (ун пек эрехе Заполярьере питӗ хӑватлӑ тӑваҫҫӗ вара), явлӑкне уртрӗ те, — айӑп ан тӑвӑр, — тесе тухса кайрӗ. Ана хайхи хваттер тупса патӑмӑр та, вӑл пурӑнмаллипех крепоҫа куҫрӗ. Вылясса лайӑх вылятчӗ вара, анчах ытлашши кӑшкӑратчӗ. Пӗртен-пӗр йӑпанчӑк уншӑн — ҫынсем пулнӑ. — Турӑҫӑм, Иисус Христос, — мӑкӑртатрӗ те карчӑк виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илчӗ. Манӑн Андрюшенька, манӑн тӑван чечекӗмҫӗм! Сире тата сирӗн пек этемсене ҫавӑн пек проповедь ытларах кирлӗ пек туйӑнать мана. Том ӑна алӑран ҫапрӗ те, укҫи ҫӗре ӳкрӗ. Вӑя вӑй парӑнтарать, теҫҫӗ. «Ҫак инкек кӑна ҫитменччӗ-ха, — шухӑшларӗ вӑл. — Мӗншӗн вӑл ман пата ҫырать, мӗн кирлӗ ӑна манран? Пӗр ҫамантрах унӑн мӗнпур ӳт-пӗвӗ, мӗнпур пурнӑҫӗ вӑранчӗ, ҫамрӑклӑх каялла ҫаврӑнса килнӗ пек, талантӑн сӳннӗ хӗлхемӗсем ҫӗнӗрен ҫулӑмланса кайнӑ пек пулчӗс. — Тен, эсӗ чирлӗ пулӗ, Павлуш? — ыйтатчӗ вӑл унран хӑш чух. Ҫавӑн пек ятлӑ ҫын ачи, хисеплӗ ҫыннӑн несӗлӗ… — тенӗ вӑл. Наташка ҫавӑнтанпа Наталья Савишна пулса тӑрать те калпак тӑхӑнать; хӑйӗн юратӑвне вӑл пӗтӗмпех улпут хӗрне парнелет. Унтан вӑл Санина хулӗнчен тытса коридора тухрӗ те кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ: ложа алӑкӗ патӗнчех, тӗлӗкре курӑннӑ мӗлке пек, Дöнгоф тӑрать; ун хыҫӗнчен вара Висбаден критикӑн сӗмсӗр кӗлетки пӑха-пӑха илчӗ. Пӑхӑр ун пичӗ ҫине, унта уҫҫӑнах ҫырса хунӑ. — Турӑҫӑм, вӑл! — тесе янӑраса каять хӑраса каланӑ сасӑ, вара ҫӳллӗ старик малалла тухса, пуҫсӑр юланут патне пырса тӑрать. Урана тӑхӑнатӑп та акӑ — пулчӗ те. Хуҫи килте ҫук курӑнать. Сывӑ юлӑр! — Астӑватӑп, стена чулӗ ҫинче лараттӑм эпӗ, эсӗ хӑв аллуна мӑнӑнни ҫине хутӑн. Мӗншӗн-ха эсӗ пирӗн пата пырса курмарӑн, э? Эсӗ ҫав таранах хирӗҫетӗн пулсан, ҫӑва патне эппин, кайӑпӑр апла. Эпӗ пурне те курнӑ. Унӑн ватникӗпе хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче кӗрпеллӗ юр. Вӑл аманнисемпе чирлисем мӗнли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, сӗтел умне пырса ларчӗ — ывӑннӑ пек, йывӑррӑн пырса ларчӗ… — Чӑнах та, ӑҫта-ши халь Воропаев? Ҫакӑн пек майпа куҫас пулсан, хӑрушлӑх чакӗ, ҫынсем сахалтарах ывӑнӗҫ. Юлашкинчен тул енчи алӑк уҫӑлса кайрӗ. Ме, сана, Ромашевич. Тинех вӑл ҫӑвар уҫрӗ те, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм: сасси унӑн йӑлтах хавшанӑ, ватӑлнӑ сасӑ. Экспедици тӑлмачӗ чирленӗ те каялла таврӑннӑ, французсем хӑйсем вырӑнти чӗлхесене пӗлмен. — Тӗрӗс, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл — хурлӑхпа вилӗм эмблеми… Анчах фронтра ҫав тери хаяр, пӗрре чарӑнма пӗлмен наступлениллӗ ҫапӑҫусем пулса пынӑ. Ҫӳлӗ те ҫутӑ класра, лайӑх хура сӗтел хушшинче лекцисем итлесе ларса, Алексей Мересьев фронт пирки, боевой пурнӑҫ пирки тӳсме ҫук тунсӑхланӑ. Уншӑн сас-хура кӑларма — вӑл ҫынни те ун йышши мар, тетӗп. Даша инке ӑна тӗрлӗ май йӑпатма тӑрӑшатчӗ. Ун пек чухне вара анне хура та хӑрушӑ куҫӗсемпе ҫаврӑнса пӑхатчӗ. Даша инке те ӑна курсан вӑрттӑн-вӑрттӑн сӑхсӑхса илетчӗ. — Пӗчӗк япалашӑн ҫеҫ: пӗр юрӑ пирки-ҫке, Василиса Егоровна. Ман вӗренесси-тӑвасси ҫакӑнпала пӗтрӗ. Эпӗ ҫапла вӗренсе ҫитереймен ҫын (недоросль) пулса юлтӑм. Кӑвакарчӑнсем хӑваласа е дворовӑй ачасемпе выляса пурӑнтӑм. Ҫапла вунултӑ ҫул тултарса вунҫичче кайрӑм. — Ӗҫленӗ, — ыйхӑллӑн тавӑрчӗ Хлебников. Хӗре нумайранпа курманччӗ вӑл, унӑн кӑкӑртан тухакан илемлӗ сассине нумайранпа илтменччӗ… Такшин ытарма ҫук сасси «Дон-Жуанӑн» пӗр пайне юрлать. Ҫак самантра ӑна Лушкӑна юратни те, уйрӑлнин хурлӑхӗ те, Лушкӑна курас кӑмӑлӗ те ниме тӑман вак-тӗвек япала пек туйӑнчӗ… Каҫхи апат ҫинӗ чух та, чей ӗҫнӗ чух та аллисене кӗнекесем тытса лараҫҫӗ, вӗсен сӑмахӗсем амӑшӗшӗн ытларах та ытларах ӑнланмалла мар пулса пыраҫҫӗ. Ҫӗнӗ хӗрарӑм патша хушнине Муани-Лунга патшан ҫывӑх ҫыннисем те, халӑх та хирӗҫлемерӗ. Вара Челкаш Гаврилӑна хулӗнчен тытса, хыҫалтан хуллен чӗркуҫҫипе тӗрткелесе, трактир картишне ҫавӑтса тухрӗ, унта ӑна вут шаршанӗн сулхӑнне вырттарчӗ те, хӑй ун ҫывӑхне ларса, чӗлӗм тивертсе ячӗ. Бизонӑн ҫуллӑ ашӗ ҫав тери тутӑ тытаканскер пулнӑ. А-ах! — тискеррӗн йынӑшса ячӗ шӑлне ҫыртнӑ Осадчий. — Укҫа кивҫен ан ыйттӑрччӗ-ха вӑл, — астутарчӗ аннеҫӗм. Тетка вӑраннӑ та, урисем ҫине сиксе тӑрса, матрацӗ ҫинчен тапранмасӑрах ӳлесе вӗрсе янӑ. Пӳлӗм пӗтӗмпех вилӗ ӳтсемпе тулса ларчӗ пек. — Пыратӑн-и? Огнянов ҫакӑн пирки шухӑшне илчӗ те, ӑна тата ытла кичемлӗх пусрӗ. Вӗсем ҫапла юрларӗҫ: Сад хыҫне, ай, урама Тухнӑ каччӑ уҫӑлма. — «Ҫук, ун пек пулма пултараймасть!.. Гостинӑйра никам та ҫук. Литке ҫурта вӑрттӑн сыхлама хушрӗ те хӑй, тупнӑ документсене пӑхкаласа, сӗтел патӗнче чарӑнса тӑчӗ. — Лампада ҫӑвӗпе донник шӑрши кӗрет, — терӗ Базаров анасласа. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем пилӗк кун хушши вӗлернӗ бизонсен тирӗсене сӳсе ашӗсене пӗчӗк татӑксем туса вакланӑ. — Мӗнле апла? Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче хуллен калаҫнӑ, хӑш-пӗрисем палӑрмаллах пӑлханнӑ, чӗлӗм нумай туртнӑ, пӗр старший лейтенант кӑна ковёрсем тӑрӑх хӑйӗн тӗлӗнмеллерех, кӑштах сиккелекен уттипе калле-малле утса ҫӳрерӗ, Начальник патне пынисем пурте унта кӗрсе тухсан, — хӑй черечӗ ҫитсен, Мересьев тӳрех ҫаврака питлӗ майор ларакан сӗтел умне хыттӑн утса пырса тӑчӗ. Ултавҫӑсем. — Эй, эсир! Данаил вырӑнне пӗр-пӗр хӑравҫӑ пулнӑ пулсан ӗнтӗ вӑл мӗн те пулин каланӑ та пулӗччӗ, анчах Петр шӑллӗ хӑрама пӗлмест, тавӑрас кӑмӑлпа вӑл ҫак тӗрӗке чиксе пӗтерчӗ те, Огнянов вара ҫапла шухӑшларӗ: «Тавӑру тискер пулса тухрӗ, ҫапах пире турӑ та айӑплаймасть. Эпӗ ҫав кимме кӑшкӑрса чӗнтӗм, анчах хирӗҫ ним те чӗнмерӗҫ. Ҫил часах тамалчӗ те, эпӗ кимме хӑваласа ҫитме пултарассине куртӑм. «Марусовка» килкарти — «витӗр тухса ҫӳремеллескер», тӑвалла хӑпарсан вӑл икӗ урама: Рыбнорядскипе Старо-Горшечная пӗрлештеретчӗ; ҫав юлашки урамӗнче, пирӗн ҫурт хапхинчен инҫетре те мар, кӗтесре, Никифорыч будки меллӗн лӑпчӑнса тӑратчӗ. Лешсем хыттӑнах ӑна: «Эй, шоколад ҫисе пурӑннӑскер, ут хӑвӑн ушкӑнна!» — тесе саламларӗҫ. Вӑл макӑрса ячӗ те, хӑй чӑнахах вӗсен ушкӑнӗнчи ҫын пулнӑ пек, аяккалла ыткӑнчӗ; вокзалта ҫӗршер сасӑ ахӑлтатса кулса ячӗ. — Мӗн эс, Степан пичче! Неушлӗ чӑн! — Пуринчен ытла, — хушса хучӗ Уэлдон миссис, — эпир хамӑр ӑҫта иккенне пӗлесшӗн. Офицер, ҫилӗпе хӗрелсе кайса, щётка илчӗ те ун шухӑшӗпе тивӗҫсӗр ҫырса лартнӑ хисепе хуратса хучӗ. Калиныч та унран юлмасть; анчах Калиныча пуринчен ытларах ҫутҫанталӑк, сӑрт-тусем, шывсиккисем, тӗлӗнмелле ҫуртсем, пысӑк хуласем ҫинчен каласа панисем кӑмӑла кайрӗҫ; Часах эпӗ пӗлтӗм: пророка хуларан этаппа кӑларса янӑ терӗҫ. Макарпа Давыдов, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Разметнов пӳрчӗ умне ҫитрӗҫ. «Вӑл та, ку та пур пулӗ тетӗп». Комендатура алӑкӗсем патӗнчи часовойсем ҫине-ҫинех улшӑнаҫҫӗ. Урса кайнӑ ӑйӑрсем туласа пӗтермешкӗн пӑрахса хӑварас-и? Парӑнӑр! Хӑйӗн лаши Техасри пӑлан пекех хытӑ кайнӑ пулин те, Кольхаун ӗҫ ӑнассине питех шанман. — Анчах Патагони урлӑ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель каҫать-и? — тесе ыйтрӗ майор. Эрех шыв пек юхнӑ, ҫамрӑксем тата савӑнӑҫлӑрах пулса пынӑ. Анчах мӑнаккӑшӗн чӗлхи уҫӑлсан, Вӑл Тома ҫапла ҫеҫ каларӗ:— Хм! Капендюхин пулат ҫинчен анчӗ, чӳрече витӗр пӑхкаларӗ. Вӑл — ҫӳлӗ мар, тӳрккесрех, асра тытса юлма ҫук, ялан тенӗ пекех тӗл пулакан сӑн-питлӗ хӗр; анчах вӑл килӗшӳллӗ, илемлӗ, кӑмӑллӑ — илӗртет. Унӑн ҫӗнӗ кепи мана темшӗн Энска, Даша инкене аса илтерчӗ. — Ах, сударь, экзамен тӑвӑр-ха мана, тархасшӑн! — Хӗр качча кайма васканӑ, тет те, каччи тупӑнман, тет. Пурнӑҫа пире пурӑнма панӑ! Эпир хӗрлӗ ҫарӑн чакакан ушкӑнӗсемпе пӗрлешсен ҫеҫ ҫапӑҫма пултаратпӑр. — Эсир калаҫӑр-ха, савнӑ тус Мак-Набс, — терӗ Элен. Ой, ирӗк ан парӑр тутараТаса чиркӗве мӑшкӑламаХӗрарӑмсене — намӑс тума. Валька пуҫне чикрӗ. Ырӑ кӑмӑлпа канаш панине итлӗр. Яланхи пӑшӑрхануллӑ вӑйсем ыйӑха путрӗҫ: сапаланчӑк шухӑшсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерме тӑрӑшман пирки хӑй пӗлсех ҫав вӑйсене тепӗр хут вӑратмасть. — Эсир хӑвӑра хӳтӗлес тесе тата мӗн те пулин каласшӑн мар-и? — ыйтрӗ Симурден. — Нумай та пулмасть-ха, ачаччӗ, акӑ халь кур-ха, поляр летчикӗ. — Ҫук, ахалех хӑрарӑмӑр эпир, — терӗҫ ӑна. Библиотекаршӑсем ӑна ун пек тума кансӗрлемеҫҫӗ, — вӗсемшӗн пулсан апла та капла та пурӗпӗрех. Комсомол коллективӗнчи пӗр евӗрлӗ тӳлек пурӑнӑҫ малтанлӑха пысӑках та мар пек туйӑнакан пӗр ӗҫ пулса тӑнипе сасартӑках хускалса кайрӗ: вӑтам ремонт тӑвакансен ячейка бюровӗн членӗ Костька Фидин — каҫӑр сӑмсаллӑ та шатра чирӗ чӑрмаласа пӗтернӗ питлӗ, лӳппертерех ача — тимӗр плита шӑтарнӑ чухне хаклӑ тӑракан американски пӑрана хуҫса пӑрахнӑ. Пахчасем те анратакан уҫӑ шӑршӑ кӑлараҫҫӗ. Юланутсем пӗчӗк катаран тухрӗҫ те уй тӑрӑх юрттарса кайрӗҫ. Вӗсенчен аякра, пӗр хӗрӗх утӑмра, каллех икӗ юпа. — Тпру-у! Гаврилов чӗлпӗре карӑнтарчӗ. Вӑл мӗншӗн чарӑннине пӗлес тесе, Корчагин хӑйӗн хура лашине каялла ҫавӑрать. Гаврилов, йӗнер ҫинчен усӑнса, юр ҫинчи йӗрсене тинкерсе пӑхать. Йӗрӗсем, такам юр ҫине шӑллӑ урапа кустарнӑ пек, вӗҫе-вӗҫӗн сӑнчӑр ункисем пек выртаҫҫӗ. Эсир ахаль гражданин Мересьев ҫеҫ мар, эсир чаплӑ экспериментатор… Вандеецсем икӗ хут вут-хӗм айне пулчӗҫ. Ку питӗ хаяр кӑшкӑрашу пулчӗ, анчах хӑраса таракан тилӗ, хӑй ҫӑварӗнчи кайӑка пурпӗрех пӑрахмарӗ. Вӑл ман ҫума ҫулӑхрӗ: «Эсӗ мӗнле кӗлӗсемпе кӗлтӑватӑн?» — тет. Сӑмахсемпе сасӑра, куҫсенче те алӑ хусканӑвӗсенче, уҫса хунӑ кӗнекери саспаллисем пекех, тап-тасан вуланӑ вӑл чунӑн чи-чи тарӑн вӑрттӑнлӑхӗсене. Анчах халь вӑл хӑйне ҫӑлакансене пулӑшӑва чӗнсе вӗрмерӗ. Ӑна никам та курмарӗ-ҫке. Пӗчӗк Джек, макӑра-макӑра, амӑшӗпе юнашар чӗркуҫленчӗ. — Ой, Силанти! — тарӑхнипе питне пӗркелентерсе илнӗ Ерофей Кузьмич. Пӗр хускану тумасӑр вырӑнта хытса тӑма вӑй ҫитерчӗ Дик Сэнд. — Вӑл ҫӑпата кантрине ҫыхнӑ пек, хӑй ури йӗри-тавра аллисене ҫавӑркаласа кӑтартрӗ. Назарка пачах каясшӑн пулмарӗ, анчах Лука ӑна хӑтӑрса пӑрахрӗ те, вӗсем часах пуҫтарӑнса ҫитрӗҫ. («Пулӑшсам ара мана, пулӑш!» шухӑшларӗ нимӗн тума аптӑраса Аркадий, анчах Катя, халичченхи пекех, пуҫне ун ҫине ҫавӑрмарӗ.) «Пурпӗрех шырас пулать, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен кунта юлсан, пире япӑх пулать». Мӗн тери ҫапса суранлатса пӗтернӗ иккен сире — сӑн-питрен палласа та илеймен! Анчах унччен малтан мӗн пулнӑ — вӑл маншӑн пит те вӑрттӑн ӗҫ вара. — Пирӗн пытанса, кӗтсе ларас пулать, — тет Эль-Койот. Эсӗ мӗн калама пултаратӑн мана? Ну-ка? Юн малтанхинчен те хытӑрах юхма тытӑнчӗ, анчах халӗ эпӗ ирӗкре ӗнтӗ. Манӑн камзолпа кӗпе ҫаплипех мачта ҫумӗнче пӑталанса юлнӑ-ха. Пӗтӗмӗшпе каласан, хамӑн мӗнпур ҫӳревсенче те эпӗ нихҫан та ҫакнашкал йӗрӗнмелле илемсӗр чӗрчунсем тӗл пулман. Ҫавӑнпа эпӗ самантрах вӗсене курайми пултӑм. Ҫӗр ҫине тӑсӑлса ӳкнӗ чурасенчен тата миҫе ҫын ура ҫине урӑх тӑраймӗ!.. Ҫук! Пушкин вӑхӑтӗнче Грецирен Одессӑна илсе килекен баклажансем сайра тӗл пулакан пахча-ҫимӗҫ пулнӑ, пӗр вунпилӗк ҫул-каярах эпир Мурманскра помидорсем акса ӳстерме пуҫларӑмӑр. Эсир — офицер, ҫапла-и? — Итле те — ан ман! — терӗ вӑл хисеплӗн. — Акӑ сана аллӑ пуслӑх икӗ кӗмӗл укҫа, вӗсене атӑ ӑшне, ура кӗллине хур; «Ну, пытар, пытар апла ху пӗлнӗ пек; пушӑ пичкене пытарас тетӗн-и?» Казак урайне кайса ларчӗ, ӑна ҫавӑнтах ӳкерчӗҫ те алшӑллисемпе ҫыхса пӑрахрӗҫ, вӑл тискер кайӑк пекех шӑлӗсемпе алшӑллисене ҫырта-ҫырта татма пуҫларӗ. Шкул врачӗ, сывӑ, тет, мана. — Ҫӳлте пуринчен ытла эпӗ сана кансӗрлерӗм пуль ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, хамӑн сассӑм хӑрушшӑн илтӗннине туйса, ҫапах та ним пулман пек каласшӑнччӗ-ха эпӗ — Ҫӗр ҫинче эпир иксӗмӗр Орестпа Пилад пулсаттӑмӑр. Эпӗ ун ҫине тинкеререх пӑхрӑм та, вӑл Шумихинӑри Стёпушка пулнине палласа илтӗм. Вӗсене хӑй умӗнче пӗр хут каҫарттарнӑ-тӑк, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Тӑлӑх ӳснӗ хӗрсем, аслӑк айӗнчи чечексем пек, ытла черченке, вӗсен ырӑ шӑрши те палӑрмасть. Ҫак икӗ ватӑпа пӗрле сарӑ та вӑрӑм ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, сӑмахпа каласа пама ҫук, анчах хӑйӗн мӗнпур пӗвӗнче палӑрса тӑракан тӑн-тӑнлӑхӗпе, тӗплӗ ҫын сӑнлӑхӗпе пӗрре пӑхсанах пурне те тӗлӗнтерекен вӗсен пӗртен-пӗр пӗчӗк хӗрӗ ӳссе ҫитӗннӗ. Ӗнтӗ юрать-ха, унӑн аслӑ ывӑлӗсем ҫав пӑлхав чирӗпе аптраман, вӗсем кӗрешес те ҫапӑҫас тенине асӑрхамарӗ вӑл. Джон Мангльсӑн фор-стень-стаксӗле майлаштарса лартса ҫиле май каяссисӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлмарӗ. Укӑлча хапхи умӗнче хурал тӑракан Петлюра салтакӗсем, юланутлӑ отряд килнине курсан, пулемётсем патнелле чупрӗҫ. Затворсемпе шалтӑртатса илчӗҫ. Пӗртен пӗр япала анчах шиклентернӗ Щукарь мучине, — вӑл пӑтӑран йӳҫӗхсе тӑнӑ шыв шӑрши кӗресрен хӑранӑ, мӗншен тесен пӑтӑ пӗҫермешкӗн шывне вӑл ҫывӑхри ӑшӑх пӗверен ӑсса килнӗ, юхмасӑр выртакан пӗвери шыв кӑшт кӑна шапа лӗккипе витӗннӗ пулнӑ. — Тӑхтӑр-ха пӑртак, лашасем ҫинчен те каласа парӑп. Ман куҫӑма тӗлӗнмелле япала курӑнса кайрӗ. Ӑмӑрткайӑк тискер кайӑк тирӗсемпе Инди скальпӗсене ҫеҫ илсе килнӗ, ҫакна та вӑл священник чиркӗве ҫӳреме чаратӑп тесе хӑратиччен ҫеҫ тунӑ. Калинкке патӗнче вӑл мана чӗлпӗрне ывӑтса пачӗ, хӑй пӳрте кӗчӗ. Унӑн георгиевски салтак хӗресӗ пур. Вӑл унта хохола курнӑ, хохол сире салам калама хушнӑ, Павела та курнӑ, вӑл та сире салам каланӑ, сире пӑшӑрханмасӑр пурӑнма тата этемӗн ҫулӗ ҫинче канмалли вырӑн вӑл — яланах тӗрме пулни ҫинчен каласа пама ыйтнӑ. Эпӗ санран нимӗн те пытарас ҫук. Ҫӗнӗ папа престола ларнӑ пирки ытла та савӑнса хӗпӗртенинче хӑрушлӑх пур тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Ҫавӑнтан вара мана тата кичемрех пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен манӑн чи юлашки шанчӑкӑм та ҫухалчӗ. — Вӑл ҫапӑҫать вӗт. Ҫур сехетрен Базаровпа Аркадий гостинӑя анчӗҫ. Ку чылаях аслӑ, ҫапах пӗлсех тирпейлемен ҫӳллӗ пӳлӗм. Владимир ӑна хирӗҫ «эсир», тесе ҫав тери мӑшкӑллӑн тӗрте-тӗрте хучӗ. Пӗтӗм Миргород епле ҫывӑрнине, ун ҫине шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем пӗр хускалмасӑр пӑхнине, инҫетри е ҫывӑхри йытӑсем ҫӗрлехи шӑплӑха вӗрсе пӑснине, савӑшса хӗрнӗ пономарь йыт-качака умӗнченех чупса иртсе кайса, ҫатан урлӑ пӗр хӑрамасӑр каҫса кӗнине, шурӑ пӳрт стенисем уйӑх ҫутинче тата шурӑрах курӑннине, вӗсене хупӑрласа тӑракан йывӑҫсем тӗксӗмленнипе, йывӑҫ мӗлкисем хуп-хуран ӳкнине, шӑпланнӑ чечексем, курӑксем ырӑ шӑршӑ сарнине, чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетекен шӑрчӑксем — ҫӗрлехи рыцарьсем — пур кӗтесрен те харсӑр янратнине, пӗринче пӗччӗнлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑракан хура куҫхаршиллӗ, чӗтренсе тӑракан ҫамрӑк кӑкӑрлӑ хула хӗрне, хӑй тӗлӗкӗнче гусар мӑйӑхӗ те шпорсем курнине, унӑн икӗ пичӗ ҫинче уйӑх ҫути выляса кулнине сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ. Ман пуҫа пӑтрататӑр эсир! — Вӑл хуть ӑҫта пулсассӑн та, ачам, — терӗ Гленарван, — эпир ӑна тупатпӑр! Американецсен паллӑ астрономӗ Ньюкомб: вырӑссен Пулковори тунӑ пӗр сӑнавӗ акӑлчансен Гринвич обсерваторийӗнче (Лондон ҫывӑхӗнче) ӳкернӗ тӑватӑ сӑнава тӑрать, тесе ҫырнӑ. — Ҫемье, юлашкинчен, вӑл пирӗн хресченсенни пек ҫемье! — кӑшкӑрса ячӗ Павел Петрович. Унта ҫитсен, кӗпи аркине ҫӗклерӗ, ӑна янаххипе кӑкри ҫумне хӗстерсе тытрӗ. Тропик вӑрманӗнче пӗчӗк марикинусем, чӑпар питлӗ сагуинсем, кӑвак моносем — вӗсен тирӗпе индеецсем пӑшалӗсен пӗр пайне хуплаҫҫӗ, сагусем — вӗсене икӗ хӑлхи хыҫӗнче икӗ вӑрӑм пайӑрка ҫӑм пурринчен пӗлме пулать, тата ҫак йышлӑ тӑватӑ алӑллӑ чӗрчунсен ытти нумай тӗсӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Ку — лайӑх вӑл, ненько! — Кам кураймасть ӑна? — тавӑрчӗ Базаров. Лопуховсен килӗнче пӗр талӑк выртнӑ хушӑра вӑл ӑнланса илчӗ: ют ҫынсем хушшинче пӗччен пурӑнма йывӑр пулать. — Бомба пӑрахма-и-ха! йытӑ ҫури. — Анне, ку ӗнерхи хӗрача! Эп сана каланӑччӗ вӗт, — терӗ ача, сывлӑх сунса. Аннемӗр Россия мухтавӗшӗн ырлӑхлӑ-сывлӑхлӑ пулӑр! — Воропаев унӑн аллине тытрӗ те чуптурӗ. Ҫук, Италире те кун пек хӗр курман вӑл! Ҫав кун эсир мана йӑл кулса пӑхрӑр, сирӗн куҫра эпӗ юрату ҫинчен каланине куртӑм. «Калаҫасса та мӗнле йӗрӗнчӗк калаҫать, — шухӑшларӗ Ромашов. Ҫапла вара астероидсен йышӗнче те хӑйсен улӑпӗсемпе хӑйсен карликӗсем пур. Темиҫе сӑмах калама ирӗк парсамӑр. Анчах вӑл Сретенка урамӗнчи пӗр темӗнле тӑкӑрлӑкри пӗчӗк театр кӑна иккен. Ҫав океанра уйрӑм пӑнчӑсемпе пӗчӗк утравсем пек колхозсемпе совхозсем пулнӑ, вӗсем ун чухне пирӗн халӑх хуҫалӑхӗнче, тӳррипе каласан, мӗн чухлӗ те пулин пысӑк вырӑн йышӑнса тӑман. Восстани тума хатӗрленекенсем нумайӑшӗ пухӑннӑ ӗнтӗ. — Лаша ывӑнма тивӗҫлӗ, ҫын — ҫук. — Эпӗ — ҫара уран, ҫавӑнпа Семеныч, такӑнса урана ҫурасран, сыхласа пырать, — терӗ Челкаш. Павел ӑна аллинчен тытрӗ, ассӑн сывласа илчӗ те ӳкӗтлесе калаҫма тытӑнчӗ: — Санӑн хуйхӑрмалла мар, савӑнас пулать. Хуратут пуснӑ хыткан питлӗ шӗвӗр пуҫӗ, ырхан кӗлетки вилӗм пӑчӑртанипе пушшех те пӗчӗкленнӗ. Эсӗ халь ӗнтӗ аннӳсӗр, пӗремӗк паракан та ҫук сана. Карчӑксемшӗн те ҫаплах вӑл, Савӑнӑҫҫӗ ашшӗсем: — Атьсем пирӗн — маттурсем! Вӑл ӗнтӗ пӗчченлӗхӗн техӗмне, тутлӑ ӗмӗтсен пылак наркӑмӑшне пӗле пуҫланӑ. Миҫе ҫӗр ҫул хушши эпир султан хӳтлӗхӗнче ыр курса пурӑнатпӑр, — хамӑр та, аттесем те, асаттесем те пурӑннӑ — мӑнукӑмӑрсем те ҫакӑнтан лайӑххине ӗмӗтленес ҫук! Самолет ӗнтӗ халӗ аманнӑ вӗҫен кайӑк пек мӗскӗннӗн курӑнчӗ. Корчагин хӑйӗн лашине хытӑ ҫавӑрса ҫапрӗ те, лешӗ тӳрех сиккипе кайрӗ. Ҫавӑнпа та пӗчӗк ростовщиксен чӗринче этемлӗх туйӑмӗ ҫав тери ир сӳнет. Ҫавӑн пек ростовщиксем хушшинче пӗр ҫын пулнӑ… анчах сире ку ӗҫ иртнӗ ӗмӗрте иккӗмӗш Кӗтерне патшара ларнӑ вӑхӑтра пулни ҫинчен каласа пани ытлашши пулмӗ тетӗп эпӗ. Эсир хӑвӑрах ӑнланса илме пултаратӑр, унтанпа Коломнӑри пурнӑҫ тӗпренех улшӑнмалла пулнӑ ӗнтӗ. (шыв ҫинче каллех чарлан кӑшкӑрса ячӗ)… Шабашкинӗ ӗнтӗ Троекуров патне ҫак хыпара пӗлтернӗ май хисеплӗн пуҫ тайса чыс тума, ҫӗнӗрен туяннӑ именине его превосходительство хӑҫан хӑй аллине илесшӗннине палӑртса хумашкӑн ыйтма тесе, персе те ҫитрӗ. Хӑех илет-и вӑл ӑна Дубровскисен аллинчен, е ӑна тума кама та пулин шанса парать-и, теме тытӑнчӗ. — Николай Артемьич! — кӑшкӑрчӗ вӑл пӗтӗм вӑйран: — Августина Христиановна таврӑнчӗ, сире чӗнет! Вӑл хӑйӗн станицисӗр пуҫне урӑх ниҫта та пурӑнма пултараймарӗ, ҫавӑнпа киле яма ыйтрӗ. Эпӗ Алексее чунне парса ӗҫе кӳлӗнет пуль тенӗччӗ… — Урӑх сӑлтавсем те пур терӗн-и эсӗ? Малти пайӗ анлӑ, тӗпӗ лутра, хӳри йывӑр пулни — ҫаксем пурте пӗрле бригӑн тинӗс ҫинче ҫӳрес пахалӑхне чакараҫҫӗ, ун пеккишӗн йӗрӗнсе калаҫакан моряксен умӗнче ӑна «лаххан» туса хураҫҫӗ. Никам та Тома пӗр сӑмах ӳпкелесе каламарӗ, анчах пурин куҫӗсем те унтан аяккалла пӑхаҫҫӗ. Унта урӑх кил-ҫурт тавраш ҫук. — Мӗн лӗпӗртетсе ларатӑр эсир унта! — хӑлхана ҫурасла янӑраса кайрӗ пӗр хӗрарӑмӑн ҫинҫе сасси. Эпӗ йӗнер ҫине тул ҫутӑлнӑ чух хӑпарса ларнӑччӗ. — А-ав вӑл! Вӑл хӑйне хӑй те паллами пулчӗ. Председательпе партячейка секретарӗ хыҫҫӑн эпӗ хуторти чи кирлӗ ҫын, мӗншӗн тесен мансӑр ни суха ӗҫӗ, ни утӑ ҫуласси пулмасть. «Юрӗ», — килӗшрӗм эпӗ. Эпӗ кочегар пуль тетӗп. Тыт, тетӗп. Иккӗмӗш сорт ӗне ашӗ — кӗренки вунтӑватӑ пус, ҫӑкӑр каллех икӗ пус ҫурра ҫитрӗ… Вӑл пысӑк калаҫуччӗ. Анчах капитан ун ҫинчен шухӑшламан та. Ҫӗрле, сукмаксем ҫинчи арпашса кайнӑ мӗлкесем хушшинче, Сергей ӑҫталла каймаллине час тупаймарӗ. — Пуп! — терӗ сотскисенчен пӗри. Петька куна хӑй майлӑ ӑнлантарчӗ, халӗ ӗнтӗ кунта никама та пурнӑҫ пулмасть, терӗ. Ун чӗринче пӗр Джемма анчах пулнӑ, мӗнпур ытти хӗрарӑмсем уншӑн ниме те пӗлтермен: вӗсене вӑл аран ҫеҫ асӑрханӑ; халӗ те вӑл ҫапла ҫеҫ шутласа илчӗ. Амӑшӗ ун шухӑшне ӑнкарса илет те: — Ҫӑткӑн ан пул ӗнтӗ тата! — тет ӑна. — Вӑл сана мӗн каларӗ? Вӑрман хӳми — кӑкӑр пек пулнӑ, вучах ун ҫинче юнлӑ суран пек туйӑннӑ. Анчах, калӑр-ха тархасшӑн, малтан эсир мӗнле пьеса каларӑр? — Эх, батюшка Петр Андреич! — тарӑнӑн сывласа ахлатса илчӗ вӑл. — Хам ҫине тарӑхатӑп эпӗ, сана трактире пӗччен пуҫӑн мӗн тесе хӑвартӑм-ха эпӗ! Зонтикне сарнӑ, перчеткисене вӗҫертмен Джемма лайӑх вӗрентсе ӳстернӗ хӗрсем пек нумай калаҫмасӑр, васкамасӑр, ерипен ҫӳрерӗ. — Ҫапла, шӑпах ҫавӑ. Хӗвел патне ҫитме ҫӗр ҫитмӗл виҫӗ ҫул кирлӗ пулсан, Проксима патне ҫитме 260 пин хут ытларах кирлӗ… Эпӗ каланӑ!.. — Эпӗ каланӑ! — виртлешрӗ те ӑна арӑмӗ, хӑй пекех, пӗчӗк кӗре ал лаппипе чӗркуҫҫине ҫатлаттарса ҫапрӗ. Парти историйӗ пулсан, чунтанах», — терӗм. Пратер, халӑх уҫӑлса ҫӳреме тунӑ Венӑри паллӑ парк, халлӗхе халӑхшӑн хупӑ-ха — ӑна минӑсенчен тасатман. Кун пек илемлӗ япалана курман та-ха вӑл. — Чуптумалла! — ирӗксӗрех кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Мӗнле Петр? Паллах, кил-ҫуртра усалсем ҫӳреҫҫӗ. Анчах ҫавна вӑл хӑй те, Рада та сисмерӗ. Ҫапла пулин те, вӑл питӗ сывлӑхлӑ та хаваслӑ, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ. — Сире те лекет, Максимыч, — эх! Тӗпченӗ-и ҫак айван та тӑрӑшуллӑ ученӑй ҫав тӑватӑ пайри тӗрлӗрен ушкӑнсене, йышсене, тӗссене? Ӑҫта чикрӗн ҫавӑн чул? Анчах та пӗртен-пӗр шухӑш ҫеҫ касать манӑн чӗрене» — кӑна икӗ хутчен каланӑ, анчах та ӑна эпӗ мар, ҫырура ҫапла ҫырнӑ. Вӑл кула-кула ответ пачӗ: — Эс манран мӗн ҫинчен ыйтнине каласа паратӑп акӑ эпӗ ӑна! Джеральдпа ҫамрӑк Пойндекстер хушшинче вӑрҫӑ-тивӗҫӳ пулни ҫинчен калакан япаласем пур пирӗн, ҫав вӑрҫӑ-тивӗҫӳ лӑп ҫав каҫ пулса иртнӗ. — Кам каларӗ сана, Сэм Мэнли? Ман умра — ҫыран хӗрринчи хӑва тӗмӗсем айӗнче — Изот ӳчӗ выртать. Халӗ ӗнтӗ кашниех хӑй мӗн тума пултарнине кӑтартса пама тивӗҫлӗ. Пӗр хӗрсе кайсан, эпӗ тем тума та пултаракан ҫын. Ӑна Гленарван ҫав каҫах турӗ. Амӑшне ку та килӗшмерӗ. — Мистер Стумп, ҫакӑнта мӗн пулса иртнине пӗр ҫын та пӗлес ҫук. Глазетовӑй сӑкман тӑхӑннӑ старик хӑйӗн чылаях ром ярса хутӑштарнӑ виҫҫӗмӗш стакан чейне васкавлӑн ӗҫсе ячӗ те, генерала:— Ман шутпа, ваше превосходительство, наступлени мелӗпе те, оборона мелӗпе те мар, урӑхла тумалла, — тесе ответ пачӗ. Джемма ҫавна асӑрхамарӗ — вӑл айккинелле пӑхса пычӗ, куҫхаршисене аялалла антарчӗ, тутисене хытӑ ҫыртрӗ. Акӑ сана манӑн наказ: колхозран ан тух, вӗсене пур майсемпе те сӑтӑр тусах пыр, хамӑр «союзра» тӑнисене манӑн ҫирӗп сӑмахпа ҫапла кала: эпир халлӗхе каялла чакатпӑр, анчах пире ҫӗмӗрсе тӑкман. Кӗртес-и, кӗртес мар-и тесе шухӑшласа тӑнӑнах туйӑнчӗ вӑл мана. — Ҫӑлӑнтӑмӑр! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Сыв пулӑр! Ирхине ирех вӑл Марья Корсунова патне кайрӗ. Чалӑш куҫӗсемпе пӑхкаласа, Олейник итлекелерӗ. Сире ырӑ сывлӑхлӑ пулма сунатӑп. — Вӑхӑт пулсанах леҫӗп, пичкисене тирпейлем-ха, — терӗ амӑшӗ, ывӑлне хуҫалӑх ӗҫӗсене хутшӑнтарас мар тесе пулас. Шел вӗсене! Наталья Савишнӑна та шел, хурӑн аллейине те, Фокана та шел! — Улталани пулмасть-и ку? — хӑйӗн тивӗҫне аса илсе, ӗненмесӗртерех каларӗ нимӗҫ. Анчах хуҫине чунтан парӑннӑ йытӑ та вилмеллех аманчӗ — вӑл пӳртри Самюэль Вернона вӗлернӗ вырӑна шуса ҫитрӗ те унта вилчӗ. Илтетӗн-и эс мана, Петр Яценко? Сӑнран пӑхма арӑмӗ чипер пулнӑ. Ӳчӗ шурӑ, питҫӑмартийӗсем хӗрлӗ; анчах сотник хӗрӗ ҫине вӑл ҫав тери хӑрушла пӑхса илнӗ, лешӗ, хӑраса ӳксе, кӑшкӑрсах ячӗ, тет; кайран вара сивӗ кӑмӑллӑ ама-ҫури амӑшӗ хӗрне кун каҫиччен те сӑмах чӗнмерӗ, тет. Ҫак ҫӗнӗ асап, ҫар чӗлхипе каласан. Манӑн ӑшра телейлӗ диверси туса ирттерчӗ. Халӗ, ҫӳлтен пӑхса хавасланса тӑнипе, эпӗ тусан ӑшӗнчи тарӑн хӑвӑлсене анса каясси ҫинчен те шухӑшламан. Йӗркесӗр йӑшӑлтатакан тӗрлӗ сасӑллӑ ҫын ушкӑнӗнчен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех тӑваткалланса тӑнӑ взводсем пулса тӑчӗҫ те часах хӗҫпӑшаллӑ халӑх хулана пырса кӗчӗ. Хама хупласа илнӗ шиклӗ шухӑшсемпелех эпӗ комендант ҫуртне кӗтӗм… — Уэлдон миссис ытлашши мухтать, — терӗ вӑл. Миҫе яш-кӗрӗме эпӗ чӗрисем пӗччен тунсӑхласа пурӑнакан хӗрарӑмсем патне вырнаҫтартӑм-ши ӗнтӗ! Ялне ҫыннисем пӑрахса кайнӑ теме пулать. Пӗр кометӑн хӳри 900 миллион километр пулнӑ. Тапса тӑракан вӑй икӗ тӗрлӗ те пулать иккен: пӗри мӗнлине халь эпир пӗлсе ҫитереймен-ха, тепри вӑл — ҫутӑ пусӑмӗ. — Паганельрен пӗр ят та, пӗр пӗчӗк факт та сиксе юлмарӗ. Алевтина Васильевна ҫемйине хытӑ тыткалакан Ерофей Кузьмича пӑхӑнма хӑнӑхнӑ пулин те, пурпӗрех, унӑн влаҫне чӑтса пурӑнма йывӑр пулнӑ ӑна. Ырӑ та йӑваш кӑмӑллӑ Алевтина Васильевна вара пӗртен пӗр. кинӗпе туслӑ пурӑнса, ҫав власть йывӑрлӑхне сирсе яма тӑрӑшнӑ. Симурдена хӑй пӑхса ӳстерекен ачапа шӑпах ӗнтӗ ҫавӑн пек кӑмӑл, — тарӑн, ашшӗпе ывӑлӗ хушшинчи ырӑ шухӑш-кӑмӑл, — ҫыхӑнтарса тӑнӑ та ӗнтӗ. Тымарне ҫӳлелле турт, ырӑ ҫыннӑм… мӗн ятлӑччӗ ҫак эсӗ? «Пилигрим» та ҫаплах, кашни минутсерен пӗчӗкленсе пычӗ, халӗ вӑл хӑй тӑнинчен чылай аякра пек курӑнчӗ. Пӗлмест-и вара вӑл эпир службӑра хӗрӗх ҫул пурӑнса, шӗкӗр турра, чылай хура-шурра курнине? — Эпӗ пӗр сехет те ытлашши пулмастӑп, эсӗ окружком секретарьне шӑнкӑртаттарччӗ кӑна: вӑл мана йышӑнтӑр та, Харламовӑна техникума вырнаҫтарма пулӑштӑр. Старик тавра кӗрлев уласа тӑнӑ, ҫав кӗрлев, машина шавӗпе тата урапасем шыв ҫинче шаплатса пынипе пӗрлешсе, тӗрлӗрен сас-чӗвӗсен ҫил-тӑвӑлне кӑларнӑ, старикӗн сассине хупланӑ. «Ҫапах та ыран суран ҫыхнӑ ҫӗре кайса ҫырӑнмаллах пулать, — шухӑшласа илчӗ штабс-капитан, халь кӑна килсе ҫитнӗ фельдшер хӑйӗн суранне ҫыхма тытӑннӑ вӑхӑтра: — ҫырӑнни награда илес ӗҫре пулӑшӗ». Акӑ Югорск Шарӗнчен чи юлашки ҫыру килнӗ. Кӑҫал унӑн генеральнӑй штаб академине кӗме экзамен тытмалла, ҫакна пула вӑл ҫулталӑк тӑршшӗпех пӗр канмасӑр, ҫине тӑрсах, тӑрӑшсах ҫавна хатӗрленчӗ. Ку ӗнтӗ виҫҫӗмӗш экзаменччӗ, мӗншӗн тесен икӗ ҫулӗнче те вӗҫме-вӗҫӗнех лака-лака пычӗ. — Ҫапла, — тавӑрчӗ Базаров, — пуҫмимилле хӗрарӑм, курасса та курнӑ вӑл. Йӗс савӑтри чечексем те чӑн-чӑн чечексем пек мар, тимӗртен касса тунӑ евӗрлӗ, ҫуркуннехи ӑшӑ кунсенче вӗсем тӑрӑх ҫамрӑк сӗткен ҫӳремен пек туйӑнать. «Ҫавӑрӑн-ха, ывӑлӑм! Хӑнтӑласем пек те мар унта! Хӑнтӑласенчен усалтарах… Ромашов, самай аялах пӗкӗрӗлнӗччӗ те, пуҫне ывӑҫи ҫине хурса ларнӑччӗ. Хурҫӑ утсем час-часах ҫул аяккинелле йӑвана-йӑвана ӳке пуҫларӗҫ. Ҫапах та вӑл темиҫе хутчен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Ҫак оратор-ача хӑй пекех пулнӑн туйӑнчӗ. Воропаев ӑна нумайччен инҫетрен сӑнаса тӑчӗ. Джемма чӑнахах та актер пекех лайӑх вулани палӑрчӗ. Ку шухӑшра ҫапах маншӑн пӗр ӗмӗт ҫутӑлса тӑрать. Анчах вӑл тарма шутламан, ун вырӑнне — куҫхаршисене ҫиллеслентерсе, аллисене чӑмӑртаса:— Асту… тив кӑна! — тесе юнавлӑн каланӑ. Бак макӑрма тапратрӗ, вӑрҫать. «Эпир Джопа иксӗмӗр (тепӗр ачине ҫапла чӗнеҫҫӗ-мӗн, мӑнаккӑшӗн ывӑлӗ иккен вӑл) ҫак куншӑн тавӑратпӑрах вӗсене», — тет. Ман, пӳсӗртен-и е урӑх чиртен, хырӑм хӑрушӑ кӗрлет, ҫумӑр пӗлӗтӗнчи аслати пек кӗмсӗртетет! Эс кайма тӑхта-ха. Эпӗ ҫула пӳлсе тӑракан пӗр стена патне пырса ҫитрӗм те чуллӑ ҫӗре ӳкрӗм. — «Ун вырӑнне закон службине кӗрсен авантарах пулать вӗт, э?» — тет. «Тухса кайма халь лайӑх мар, вӑл йӗнинчен тарнӑ пек пулать», — шухӑшларӑм эпӗ малалла. Ҫакӑн пек ҫӗр пӳртсем Бретанире сахал мар, вырӑнти хресченсем вӗсене вӑрттӑн вырӑнсем теҫҫӗ. Вӑл ӑна сывлӑх сунчӗ. Атя, атте, килӗшер, вара анне те ман ҫине кӑшкӑрма пӑрахӗ. Эсир пӑхатӑр — ҫав тарӑн та янкар тӳпе сирӗн шӑлӑрсене хӑй пекех тасан йӗртерет; тӳпери пӗлӗтсем пекех, вӗсемпе пӗрле сирӗн чунӑрта телейлӗ асаилӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑрахӑн иртсе пыраҫҫӗ; сире хӑвӑра вара сирӗн курӑм, аяккаран та аяккарах кайса, хӑйпе пӗрле сире хӑвӑра та ҫав лӑпкӑ та «ҫутӑлса тӑракан тӗпсӗрлӗхе илсе кайнӑн туйӑнать, вара ҫав ҫӳллӗшрен, ҫав тарӑнӑшран уйӑрӑлма май килмен пек туйӑнать… Ун пеккисем ҫапӑҫма пултараҫҫӗ. Ларӑр, — сӗнчӗ Рыбин Софьӑна. Мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх! Портретпа пӗрле хӑй чӗринчи йывӑрлӑх сирӗлнӗ пулнӑ. Пире, большевиксене, партире патакпа тытса тӑракан йӗрке тӑвас текенсем пек кӑтартма тӑрӑшрӗҫ, хӑйсен класӗн интересӗпе революцие сутакан ҫынсем пек кӑтартма хӑтланчӗҫ. Эсӗ, атте, ӑна хӑвах пӗлетӗн. Мӗншӗн кӑлӑхах хирӗҫес? Вӑл пӗрене купи хыҫне кайса пытанчӗ те пикенсех шухӑшлама тытӑнчӗ. Лайӑх арҫын ачасемпе хӗрачасен хӑйсене хӑйсен ҫавӑн пек тытмалла ҫав. Подноспа пӗр купа чашӑк-тирӗк ҫӗклесе килекен Прохор алӑка урипе тапса уҫрӗ те кухньӑна кӗчӗ. Вӗсем садра кӗтсе ларнӑ чух илтнӗ сывлӑшри разведчик доклачӗ халӗ унӑн пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗ. Хулара ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ. Смолин, пукан ҫинчен ҫӗкленсе, ун енне пӗр утӑм ярса пуснӑ, унтан хисеплӗн пуҫне тайса илнӗ. Ӗмӗрӗ тӑршшипех вӑл ним чӗнмесӗр пурӑнать, чи кирлӗ чухне кӑна калаҫкалать, арӑмӗ те ҫавӑн пиркиех пӑрахрӗ ӑна. — Эсир ыйтнине хирӗҫ…» Нимӗн те пӗлместӗп, анчах ҫапах та — ултав кунта. Кулса тӑракан ҫак чӗрӗ легенда хушшипе, хамӑр телейӗмӗрпе вӑрманӑн чуна пырса тивекен шӑплӑхӗ вӑйлӑ пуснӑран, пӗр сӑмах чӗнмесӗр пыратпӑр эпир, ыталаннӑскерсем. — Артур! — Салам-аликӗм сире, тӑлмачӑ господин! — тесе, йӗрӗнсе кулса иртрӗ вӑл. Эсӗ масар ҫинче пулнӑ ӗҫ пирки листок ҫыртӑн-и? Темиҫе минутран вӑл понтоннӑй кӗпер ҫине ҫитрӗ (ӑна салтаксем нумаях пулмасть тунӑччӗ), унтан ҫырма леш енне каҫса кайрӗ те курӑнми пулчӗ. Дик Сэнд та хӑй патнелле туртӑнакан, «аслӑ пиччӗш» юратнипе туйса тӑракан ачана ачашланӑ. Юрӗ ӗнтӗ, вӑл хӑй енчен лайӑх туман тейӗпӗр, анчах вӑл штатски ҫын, университетра вӗренсе ӳсмен, ун, сутӑҫ пек пулса, паллӑ мар офицер ҫӑмӑлттайла ашкӑнни ҫине йӗрӗнсе пӑхса ҫеҫ илмелле пулнӑ ӗнтӗ. Эпӗ Хӗрлӗ Ҫара ҫырӑнтӑм, Польша фронтне кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, эскадрон командирӗ пултӑм… Ҫапла, ҫуркунне шӑп кӑна ҫеҫкере. Ку унӑн ӗҫӗ пулса тӑчӗ. Хальхи вӑхӑтра кашни карттӑ ҫинчех параллельпе меридианлӑ градус сетки пуррине куратӑн; ҫав сетка ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи таҫти вырӑна та тӗрӗс палӑртма пулӑшать. Хуласемпе ялсенче пурӑнакан, хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсем тӗрлӗ ыйтусем пама пултарччӑр тесе, его величество ҫинҫе кантрасем антарчӗҫ. Каччӑ, кил кунта, пулӑш. 1709 ҫулти майӑн 6-мӗшӗнче эпӗ его величествӑпа тата хамӑн туссемпе хисеплӗн сывпуллашрӑм. — Кӗскен каласан, вӑрҫӑ халӗ ӗнтӗ ӗлӗк гидрографсемпе шур упасем ҫеҫ ҫӳренӗ ҫӗрте пырать. — Обер-полицмейстер килте-им? — кӑшкӑрчӗ вӑл, ҫенӗке кӗрсенех. Каҫсенче, кӑмакасене хутса пӗтерсен, хӑйне чӗнессе чӑтаймасӑр кӗтсе тӑрать вара Ярмола. Вӗҫтер, йӗкӗт, хӑвӑн ҫулупа. — Voyons, messieurs (Сен-Жеромӑн кашни сӑмах ҫумне voyons тесе хушса калас йӑли пурччӗ)! faites votre toilette et descendons. Вӗсем айлӑм тӑрӑх вӑрман еннелле кайрӗҫ. Кунта вара Ирин шляхӗ пулать те сире халех. Эпӗ унта ссыльнӑйсене ирӗке кӑларӑттӑм, вӗсене тарма пулӑшӑттӑм… Эпир пӗлетпӗр! Тинӗссем тӑрӑх хӑй епле ишсе ҫӳрени ҫинчен каярахпа Колумб хӑй тусӗсем патне ҫыра-ҫыра пӗлтернӗ. Липа та кайрӗ. Илья ҫӗрелле пӑхрӗ. — Паллах, — терӗ Полина. Ӑна хам туякан юратупа тата хисеплӳпе сӑнласа панӑ пулсан, нивушлӗ Соня ман пирки ырӑ шутлама пӑрахатчӗ? Пӗррехинче эпӗ Фрейтаг манежӗнче юланутпа ҫӳрекен пӗр тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑма вилес пек юратса пӑрахрӑм, ҫавна пула кашни ытларикунпа эрнекун — вӑл утпа ҫӳренӗ кунсенче — эпӗ ӑна курма кайрӑм, анчах кашни хутрах ҫав хӗрарӑм хама курасран ҫав тери хӑраса, яланах унран аякра тӑма тӑрӑшрӑм, вӑл иртсе каяс ҫӗртен чупа-чупах тартӑм тата вӑл ман ҫинелле пӑхмассерен урӑх енне ҫаврӑна-ҫаврӑна тӑтӑм, ҫакна пула эпӗ унӑн питне лайӑххӑн курма та пултараймарӑм, вӑл чӑнах та чипер е чипер мар пулнине ку таранччен те пӗлместӗп. Ну ӑҫта кайса чикем-ха эпӗ ӑна? Маншӑн ун ҫине пӑхасси питӗ кӑсӑк. Негрсем ӑна хӑйсене майлӑ юратнӑ, анчах хӑрассине ытларах хӑранӑ. Ҫав вӑхӑтра Симурден башня патнех пырса тӑчӗ те шурӑ тутӑрпа сулса, хыттӑн калаҫма пуҫларӗ: — Эй, эсир, башньӑра ларакансем! «Эх, мӗнле систерес-ши хам мӗн пӗлнине» — шухӑшларӑм эпӗ. — Пит аван, — терӗм ӑна хирӗҫ, — хамӑн ҫан-ҫурӑмсем ыратаҫҫӗ, анчах ку нимӗнех те мар. Пире пурнӑҫ тума ан чӑрмантарччӑр тесе, ун пек-кун пек япаласем… малашне ан пулччӑр тесе, килӗсенчен кӑларса яратпӑр вӗсене… Унтан йӗри-тавра тӑракан салтаксем ҫинелле пӑхрӗ: — Халь ӑнлантӑр-и? — тесе ыйтрӗ те вӑл, малалла ура ярса пусрӗ. Тепӗр кунне Павел, разведкӑран тавӑрӑнса, лашине йывӑҫ ҫумне кӑкарса хучӗ те тин ҫеҫ чей ӗҫме пӑрахнӑ Крамера чӗнсе илсе каларӗ: — Итле-ха, политрук, эсӗ ҫавӑн пек ӗҫ ҫине мӗнле пӑхӑн: эпӗ пӗрремӗш утлӑ армие вӗҫтересшӗн. — Ним чухлӗ те кирлӗ мар, — терӗм эп чӑтса тӑрса. Хӑй мӗн хӑтланнине тавҫӑрса, утияла туртса тӳрлетрӗ, минтер ҫинче выртакан сарӑ кушак ҫурине тӗртсе антарчӗ. — Эсӗ каллех — «вӗсем», тетӗн, камсем-ха ара «вӗсем»? Сана та, ман пекех, шухӑшлаттарса ҫӗр ҫывӑрттарас марччӗ, пурте сана йӑлӑхтартӑрччӗ… Анне патне лекеймерӗм, ӗҫсем ҫав майлӑ тухса тӑчӗҫ, — халь эпӗ Котовский юлташ ячӗпе тӑракан утлӑ бригадӑн красноармеецӗ, Котовские эсир унӑн паттӑр ӗҫӗсем тӑрӑх пӗлетӗр пулмалла. Вара ӑна хыттӑн каларӗ: — Ҫитӗ сире, Лукич, хӗрарӑмла хӑтланма! — Никама та пӑхмастӑп эпӗ халь, тӑванӑм… Чӗнмесӗр ларчӗҫ. Вӑл халӗ — шупка кӗрен, канӑҫсӑр. Эпӗ сан сухаланине ахалех виҫрӗм тетӗн-и эсӗ? — Кунта! — терӗ пӗлӗтрен пӗр сасӑ. Ыйӑх витӗр ӑна пӗрре Арто такама хирӗҫ хӑрлатнӑ пек туйӑнчӗ. Телее пула, хам ҫумра карточка пур, — тенӗ вӑл, аллине кӗсьене чиксе. Ҫакна илтсен Андрей тӳрех чухласа илчӗ: нимӗҫ пехоти атакӑна тухрӗ иккен. Суккӑрсем, кунта хӑйсем иккӗшӗ кӑна тӑрса юлнӑ, тесе шутларӗҫ пулас. Ҫак сӑмахсем Санина аякран чикнӗ пекех пулчӗҫ. Ашшӗ вилӗмӗ Фомана антӑхтарса янӑ, темӗнле туйӑм-сисӗмсемпе тултарнӑ. — Начар следователь эсӗ, йӗкӗт, — ҫирӗппӗн каласа хучӗ Шалый. Килсе тухать-ҫке ҫавӑн пек инкек, чӑнах, шӑп кӑна ҫак касмак Шериф умӗнче. — Мӗн ӳкрӗ вара унта? — ыйтрӗ Давыдов. — Пиртен хӑшӗ пӑшалтан лайӑх перет? — ыйтрӗ капитан. Эпӗ кӑштах хӗпӗртесе, тусӑма лӑпкӑн курайманнин туйӑмне хамра ытларах та ытларах аталантартӑм. — Комиссарӗ мӗнле тата? — ыйтрӗ Клавдия Михайловна. Мана хӑратса вӑратнине питӗ лайӑх курать хӑй ҫапах та асӑрхаманҫи пулать… Лешсем йӑлт хӑраса ӳкнипе ытла айванла курӑна пуҫларӗҫ. Чӑтмалла мар шӑрӑх, утма пушшех йывӑрланать пулсан та, матрос юлташӗсенчен пӗри те «ывӑнтӑм» тесе каламарӗҫ. Анчах тип вара сиксе ӳксенех вӑл пӗтӗмпех улшӑнса кайрӗ: аҫамне ҫанӑран тӑхӑнчӗ, карабинне аллине тытрӗ, предохранителе куҫарса лартрӗ те, тискер кайӑк пек йӑпшӑнса, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн пӑхса, кашни шава тӑнласа, сайра-хутра аялта ирхи кӑвак тӗтре айӗнче пытанса ларакан хутор ҫинелле пӑха-пӑха илсе, тип вар тӗпӗпе сӑрталла утрӗ. Эх, ватӑ Томпа ун юлташӗсем те вӗсемпе пӗрле пулнӑ пулсан!.. — Эпӗ те санпа пӗрле пыратӑп… Мӑнаҫлӑ та. Чӗри темскерле тутлӑ, канлӗ ирӗклӗхпе тулнине туйса илчӗ Левко. Эпӗ утӑ ӑшне пытанса выртрӑм… Алӑк чӗриклетнине илтсен, Половцевӗ ҫамки ҫине тытнӑ алтупанне илчӗ, сӑн-питне кил хуҫи еннелле ҫавӑрчӗ те, Яков Лукич акӑ мӗн курчӗ: есаулӑн тарӑн путса кӗнӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ куҫӗсенчен шӑпӑртатсах куҫҫулӗ юхать иккен, куҫҫулӗпе йӗп-йӗпех пулнӑ анлӑ сӑмса кӑкӗ йӑлтӑртатса тӑрать… Ҫук! — Ҫук, Павел, ытларах та пулма пултарнӑ. Кунта ӑҫта та пулин ҫывӑхрах-и? Хӑш вӑхӑтра-ши, пӗлесчӗ! Сержанчӗ ҫӳллӗскер, кӑшт курпунтарах, хурарах сӑнлӑ, вӑрман ҫынни майлӑскер, — ун пеккин тайгара тискер кайӑк тытса ҫеҫ ҫӳремелле, е ҫын пӗлмен-илтмен сӗм вӑрмансенче ылтӑн кӑлармалла. Сулахай енче, чул хысакра, курӑни-курӑнми ҫыру йӗркисен хушшинче, виҫ кӗтеслӗ ылтӑн пӗчӗк алӑк курӑнать. Чӑнах та, ҫӗрлехи вӑхӑт пулнине эпӗ мансах кайнӑ. — Ҫакма тетӗн! — кӑшкӑрчӗ Гленарван, ҫиллине шӑнараймасӑр. Вӑл пуплев хыҫҫӑн тепӗр пуплев каласа парать, вилка тытнӑ аллисемпе ниҫта кайса кӗреймесӗр хӑлаҫланать, ҫавӑнпа та унпа юнашар ларакансен, куҫсӑр юлас мар тесе, пӑртак куҫса ларма тӗл килчӗ. — Ҫук, Гаррис. Ку тахҫан ӗлӗкех пулнӑ-ҫке. Вӑл хӑй палланӑ винтӑллӑ пусма тӑрӑх утса хӑпарчӗ, сӑмсана каллех кушак, ҫунӑк краҫҫын, йӗпе кӗпе-йӗм шӑрши пырса ҫапрӗ. Часах вӑл алӑка хыпашласа тупрӗ те, ӑна хыттӑн шаккарӗ. Ҫаксем Гленарванпа боцман калаҫӑвӗнчи юлашки сӑмахсем пулчӗҫ. Индеецсем кунта пулма пултарас ҫук — пурте пӗлеҫҫӗ: вӗсем урӑх ҫӗрте вӑрҫӑ сукмакӗ ҫине тухнӑ. — Эпӗ йӑнӑшмарӑм-ши? — тесе ыйтнӑ Исидора акӑлчанла, иккӗленнӗрех сасӑпа. Виҫҫӗн перӗр, виҫҫӗн пистолетсене авӑрласа тӑрӑр. Унта сӗтел ҫинче пӑлхавҫӑсем манса хӑварнӑ тар миххи пурччӗ. Ҫак шухӑшпа эпӗ вӑрантӑм та тул ҫуталнине куртӑм. Ҫавӑн чухнех эпӗ сӑмах патӑм, ӑна халӗ те асра тытса усратӑп, ҫав вӑхӑтран пуҫласа эпӗ тилӗсен шӑтӑкӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне яланах Синопӑпа унӑн ҫурисем валли аш татӑкӗ пӑрахса хӑваратӑп. Уроксем Карл Иваныч питӗ кӑмӑлсӑр. Пулнӑ вӑраха тӑсӑлнӑ, питӗ хаяр вӑрҫӑсем, вӗсем хыҫҫӑн, юнлӑ ҫӑлтӑрсем евӗр, ӗмӗрсем хушши ҫиҫсе тӑнӑ ҫарпуҫсен ячӗсем, анчах вӑхӑт вӗсене ним шелсӗр шӑла-шӑла пӑрахнӑ, асӑнмалӑх та пулин хӑварман. Камӑн Болхов уездӗнчен Жиздра уездне кайма тивнӗ, вӑл, тен, Орёл кӗпӗрнинчи ҫынсен йӑхӗпе Калуга кӗпӗрнинчи ҫынсен йӑхӗн питех те палӑрмалла уйрӑмлӑхне асӑрхаса тӗлӗннӗ пулмалла. Юлашки ҫулсенче вӑл пӗрмаях темле пысӑк, ырӑ ӗҫ пулассине кӗтсе пурӑнма хӑнӑхнӑччӗ. — Ой? — терӗ платникӗ ыйхӑ тӗлӗшпе. Лавкасенчен ыйхӑллӑ пит-куҫсем чӑсӑлса пӑха пуҫларӗҫ, вутӑ склачӗ патӗнче часах, таҫтан ҫӗр айӗнчен сиксе тухнӑ пек, халӑх пухӑнма та пуҫларӗ. Укҫа тӳлетӗп сана эп, ав епле, чӑн-чӑнах тӳлетӗп. Эпӗ — ала пек; ман ӑша хуть те мӗнле ҫӳп-ҫап тултарсан та, эпӗ ӑна, алласа, юрӑ туса кӑларатӑп. Чӑннипе каласан, гуигнгнмсем вӑрҫӑ вӑрҫма лайӑхах хатӗрленмен пек туйӑнать. Эпӗ сапӑр пулнине вӑхӑт ҫитиччен шанса тӑрӑр, — терӗ вӑл малалла. Айтӑр ӗҫсе пӑхар! Паллах, хӑрушӑ. Анчах, пӗлсе тӑратӑп, эпӗ сехӗрленсе ӳкместӗп, пӑрахса тармастӑп, каҫару ыйтмастӑп. Ҫӑмӑл ӗҫ мар вӑл. — Яков! Эсӗ туррӑн труби! — кӑшкӑрнӑ Зубов, хӑйӗн бокалне Маякин еннелле тӑсса. Унтан вӑл тӗтӗм шӑрши кӗрекен шыв ӗҫрӗ, сехет пружинине пӑрса хытарчӗ те, ҫивиттипе пӗркенсе выртрӗ. Ҫав хӑйне майлӑ карта ӑшне кӗрсе, утиялӗпе чӗркенсен, Зеб Стумп канлӗн кӑна выртрӗ те тепӗр минутӑранах ҫывӑрса кайрӗ. Андрей Дегтяренко, тултан кӗнӗ хыҫҫӑнах тӗттӗмре нимӗн те курайманран пулас, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ. Вӗсем ҫулланӑ хутпа тирпейлӗн чӗркесе пынӑ сивӗ пулӑпа тата салатпа апатланчӗҫ. Тӗрӗссипе вара вӑл айӑплӑ пулман. — Итогне эпир ирхине тӑвӑпӑр: кама намӑс пулӗ, кама савӑнӑҫ. — Шеллетӗр?.. Типсе кайнӑ тути хӗррисене вӑл чӗлхи вӗҫӗпе йӗпетсе илчӗ. — Ан пӑлхан — вӑл нумай мар… Нимӗҫсем малалла кайни километрсемпе ҫеҫ шутланнӑ, ҫухатусем вара — дивизисемпе, корпуссемпе, ҫӗршер танксемпе, орудисемпе, пиншер машинӑсемпе шутланнӑ. Ман пирки эс ан иккӗлен. Тата вӑл Алвиш конкуренчӗпе, Типо-Типо ятлӑ чӑн-чӑн хура арабпа, Ньянгвене Камерон патне пырса кайнӑ паллӑ чура сутуҫипе килӗштерсе ӗҫлет. Пӗр вырсарникунне, хуҫасем ирхи кӗлле кайсассӑн эпӗ сӑмавар лартса, пӳлӗмсенче тирпейлеме кӗрсе кайсан, — аслӑ ачи кухняна пырса кӗрсе, сӑмавар крантине туртса кӑларнӑ та, крантӑпа выляма сӗтел айне кӗрсе ларнӑ. Эсир шӑнса ҫитнӗ пулас. «Турӑҫӑм, лӑпкӑ та пӗр шухӑшсӑр ыйхӑ парнеле пире…» — Шӑп! — Пулма пултараймасть! — кӑшкӑрчӗ капитан: — пулма пултараймасть апла! Аван старик! Ҫав самантра унӑн йӗпе сӑмси кӑна пӗр ҫӗре пӗрлешсе кайнӑ тем тӗрлӗ шӑршӑ-маршӑсен хӑватлӑран та хӑватлӑ тӗнчине витӗр туйса киленет. Карӑнтарса хунӑ чӗтресе тӑракан сӑмси шӑтӑкӗсемпе вӑл мӗнпурне витсе выртакан юрӑн тӑварсӑр шӑршине те, шартлама сивӗсем хӑртса янӑ армутин сирсе сирӗлми йӳҫҫине те, ҫывӑхри мӑн ҫул ҫинчи лаша тислӗкӗн уттӑнни пек техӗмлӗ те вӑйсӑр шӑршине те, хытхура пусса илнӗ инҫетри чикӗ йӑранӗ ҫине пырса вырнаҫнӑ хир чӑххи пуслӑхӗнчен варкӑшса килекен, аран-аран сисӗнекен, анчах та калама ҫук хытӑ хумхантаракан тутлӑ шӑршине те антӑхсах шӑршлать. — Эпӗ Новороссийск патӗнче ҫӳренӗ… Кӑштах шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн шыв урлӑ каҫса, васанӑн тепӗр аяккине ҫӳлелле упаленсе хӑпарма тытӑнчӗ. Вӑл ҫапла калани ман асра юлчӗ, кайран, ун сӑмахӗсене тишкӗрнӗ чухне, Варенька питӗ ӑслӑ тесе шухӑшламасса пултараймарӑм, вара ӑна хамӑн шухӑшӑмра хӗпӗртесех ҫӳлерех пусӑма хӑпартрӑм. Эсир ӑна лайӑхрах пӗлетӗр. Ҫапла! Манӑн тӗссӗр ҫамрӑклӑх хампа тата обществӑпа кӗрешнипех иртсе кайрӗ; ҫын куласран хӑраса, эпӗ хамӑн чи лайӑх сисӗмӗмсене чӗре тӗпне пытараттӑм; вӗсем унтах вилчӗҫ. Йӑл кулнипе шап-шурӑ шӑллӑ тутине йӗрсе, Ванюшка сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Пӗр йӗкӗчӗ шӳтлесе тата: «Тен, кунта урлӑ йытӑ килсе кӗнӗ пулӗ, тухса тарас!» — тесе хунӑ. Лаптӑк вӗҫне ҫитсе ҫерем ҫине тухсан, Майданников Давыдов патне чупса пычӗ, кӑтартса пачӗ: — Плугна сулахай енне тайӑлтарса хур, вӑл хӳри ҫинче шуса пытӑр, санӑн, сурпанне тасатмалла ан пултӑр тесен, акӑ мӗнле тумалла, кур-ха! Халӑх вӗсене хупӑрласа илчӗ; ҫынсем пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ, хӗсеҫҫӗ; мӑйӗсене тӑссах кармашаҫҫӗ, лайӑхрах курасшӑн, варринче тӑраканнисем вӗсене тӗрте-тӗрте яраҫҫӗ. — Каялла чакӑр! Каялла, — теҫҫӗ, — сирӗлӗр, сывлама йывӑр ӑна! Ҫак ҫамрӑк ҫын Лаггнеггра ҫуралнӑ, анчах темиҫе ҫул Мальдонадӑра пурӑнса ирттернипе вӑл икӗ чӗлхине те аванах пӗлетчӗ. Хӑшпӗр секретарьсен пурӑнӑҫӗ питӗ те аван: хӑйсем ним те тумаҫҫӗ, манашкал ашаксен ӗнси ҫинче ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Яков Лукичӑн колхоза сӑтӑр тӑвас тесе тунӑ малтанхи хӑтланӑвӗ чиперех иртсе кайрӗ. Ҫавӑнтан кайран унӑн тӗксӗм чунӗнче пӗртен пӗр туйӑм та пӗртен пӗр шухӑш кӑна тӑрса юлчӗ: тӗрӗксене вӑл пӗтӗм чун-хавалӗпе, халь-халь касса-вакласа тӑкас пек кураймасть. Секунда йӗппи пилӗк минута ҫитсе пырать. Эпӗ ун патнелле утса пыратӑп, вӑл ҫаннисене тавӑрса, ура ҫине тӑрать те малтан систерсе калать: — Ну, хальхинче эпӗ сана тытса хуҫатӑп! — тет. Енчен вӑл юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче хӑй хӗнеме шутланӑ ҫынсене пурне те хӗнеме пултарнӑ пулсан, чӑнах та чапа тухатчӗ. — Пӗр стакан грог, анчах юханшывран тӑрӑ шыв ӑсса кил. Анчах ҫирӗп алӑсем вӗҫермеҫҫӗ. Вӑрмантан уҫланка курпунтарах ҫӳллӗ ҫын тухрӗ, вӑл вӑраххӑн, туя ҫине хытӑ таянса утса килчӗ, ҫавӑнтах хӑрӑлтатса сывлани илтӗнчӗ. Алӑкран таттисӗр, тӳсӗмлӗн, ҫине тӑрса шаккарӗҫ. Тепӗр кун вара «Дункан» Талькагуано бухтинче якӑр ярса ларчӗ. Хӑрушӑ ҫӗнӗ хыпар килсе ҫитнӗ: Нуэсес шывӗ таврашӗнче пуҫсӑр юланут тухнӑ, тет. Тепӗр кунне, 15-мӗшӗнче, пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитрӗмӗр. Юнашар пӳлӗмре ахӑлтатса кулаҫҫӗ. — Мӗнле хӗрарӑм влаҫӗ? — терӗм эпӗ. Кайса ҫӑвӑн, Варькӑ, тен, кӑштах сивӗнӗн! Вӑрҫӑ ҫулӗсенче йывӑр ҫухатусен хурлӑхне тӳссе ирттернӗ, анчах мухтавпа хисеплӗх туяннӑ ҫемьесем пур. — Гренланди? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Унӑн тути ҫӳлтен йӗрӗнӳллӗн чӗтренчӗ. — Ҫапах та эпӗ Мересьев Алексей, акӑ манӑн направлени. Ҫакӑнтах Кандов студентпа Бӑрзабегунек фотограф та ҫакланчӗ, анчах фотограф Австрирен килнӗ ҫын иккен, тӗрӗксен султанне пӑхӑнмасть, ҫавӑнпа ӑна ҫийӗнчех ирӗке кӑларчӗҫ, онбаши фотографа ҫаплах чӑрмантарса айӑпа кӗнӗшӗн унран вӗҫӗмсӗр тенӗ пек каҫару ыйтрӗ. Карапа сыхласа хӑварма, ӑна хуҫине ҫитерсе пама Дик Сэнда май килмерӗ пулсан та, вӑл карап ҫинчи ҫынсене типҫӗре тӗрӗс-тӗкел антарчӗ. Кун хыҫҫӑн вӑрах хушӑ, питӗ вӑрахчен, чӗнмесӗр ларнӑ Соломон, ҫавна пула ҫыруҫисем те сехӗрленсе, сывлами пулса тӑнӑ, каярах тин:— Хама кӑна хӑварӑр мана, — тенӗ вӑл. Хӑҫан? Аса илчӗ вӑл акӑ мӗне: Эсӗ Рябовкӑра пурӑнакан Мартына пӗлӗтӗн вӗт? — Пӑлхав пирки-и? Пиншакне уртса ячӗ, кӑмака ҫинчен ҫӑматтисене илсе тӑхӑнчӗ те тула тухрӗ. Гленарван Лондонра пулнӑ. — Мӗн ултавӗ пулма пултартӑр-ха унта, анне? Паллах, вӗсем уйрӑм метеорсене кӑна мар, пӗтӗм метеор юхӑмӗсене вӗренеҫҫӗ. — Ырӑ сунатӑп, Евпсихий Африканович! — чӳречерен тӑсӑлса тухсах кӑшкӑртӑм эпӗ. Ну, сыв пул, ман Успени чиркӗвӗ патнелле каймалла! Ирпе эпир тата хӑвӑртрах улӑха пуҫларӑмӑр. Эпӗ чӗлхеҫӗ мар. Уйӑха яланах Гамбургра тӑваҫҫӗ; начар тӑваҫҫӗ. Вӑл каллех шӑпланчӗ, унтан ӗлӗкхи сассипех малалла каларӗ: — Шухӑшласа пӑхатӑн та, Вольтера ҫакса вӗлернӗ пулсан, Руссона каторгӑна янӑ пулсан, ҫак ӗҫсем пӗри те пулман пулӗччӗҫ. — Ҫук, апла мар! Юлташ кунта ҫапла каларӗ: кулаксемсӗр пуҫне пӗтӗм хуторӗпех пӗр колхоза кӗмелле, терӗ. — О, шнапс! — терӗ те Квейс, калинкке витӗр ура ярса пусрӗ. Этем-и эсӗ е кам та пулин урӑххи-и? — Мӗншӗн ҫар службине кӗтӗм-ши эпӗ, — ҫав хушӑрах шухӑшласа илчӗ вӑл, — ҫитменнине, кампанине хутшӑнас тесе, ҫуран ҫара куҫрӑм; улански полкрах. Эпӗ пӗччен килмен, сан пата эпир ултӑ хӗрарӑм килнӗ. — Штурм валли-и? Иртнӗ каҫ пирӗн пӗр ҫӑрха лаши, Лапшиновӑн пулнӑскер, кӗлернӗччӗ те, асӑрхаса ӗлкӗртӗмӗр. Ӗҫ сирӗнтен килет, тесе калама юрать: эсӗ питех калаҫасшӑн мар курӑнать. Чӑнах та, пианинӑн паха енӗсем пайтах: йывӑҫҫи хаклӑ, хӗлӗхӗсем янӑравлӑ, регистр нумай сасӑллӑ, тӑвасса та хӑйне пит чаплӑ ӑстаҫӑ тунӑ. Анчах Украина шӑхличин те лайӑх енӗсем тупӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй килӗнче, тӑван Украина ҫӗршывӗнче. Хыҫалти кӗсйинчен унӑн, астумасӑр хӑварнӑ пек, сӑмса тутӑрӗн кӗтесси курӑнса тӑрать (кашни вырсарникунах ҫапла). Ман ҫине халӗ пурте ҫилленсе пӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫӗршывӑн пӗр законӗнче те сӑмах вӗсен алфавитӗнчи саспаллисенчен нумай пулма пултараймасть, саспаллийӗсем ҫирӗм иккӗ ҫеҫ. Вӑл ҫакна та сисрӗ: Мардохай темскер каласшӑн, анчах калас пеккине калаймасть, мӑкӑртатать ҫеҫ, ҫавӑнпа Тарас нимӗн те ӑнланаймарӗ. Ну, мӗншӗн эсӗ мӗскӗн хӗре пурӑнма ирӗк памастӑн? Кӳме хыҫҫӑн ушкӑнпа ачасем, ыйткалакансем, пынӑ ҫӗртех тӗрлӗ чикеленсе илсе кӑтартакан акробатсем, тата шӑкӑр-макӑрпа тутлӑ япала сутакансем чупса пыраҫҫӗ. Поражени… паллах… Атте вырӑнӗнче тепри пулсан, пӗрене ытларах тытас тесе, кунӗпех шыв хӗрринче ларнӑ пулӗччӗ, анчах атте ун йышши ҫын мар. Ҫук! телейсӗр, мӗскӗн чӗрчун эпӗ!» Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ хам Засекинсем патне кайрӑм. Такӑна-такӑна, сулланса пыраҫҫӗ, — хӗҫ-пӑшалне силле-силле тискеррӗн ахӑраҫҫӗ. — Хӑвӑр пӗлейменшӗн мӗн пулать ӗнтӗ мана? — Тӗрӗс, Айртон, — терӗ Паганель. — Апла пулсан, кайма урӑх ҫул та ҫук пулать? — терӗм. Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:— Эпӗ сана пӗҫерккӗ пама пултаратӑп, — терӗ. Акӑ ун лаши». — Кулӑшла эс. Вӑл хӗвел тухас умӗн вӑранчӗ. Ҫак кун ҫын вӗлерекене хӑш кун суд тӑвасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗ енчен кӑна мар, мотивӗсем енчен те тӗрӗс мар. Пӗр-пӗр республикӑна автономлӑ республикӑсен спискинче хӑварнине вӗсен хуҫалӑх е культура кая юлнӑлӑхӗпе сӑлтавлама юраман пекех, автономлӑ республикӑсене союзлӑ республикӑсен разрядне куҫарнине те вӗсен хуҫалӑхпа культурӑллӑ ҫитӗнӗвӗпе сӑлтавлама юрамасть. Хайхи Пугачев ҫенӗкрен тухрӗ. — Урӑх нимӗн те пӗлместӗп, тесе тупа тӑватӑп. Городцов мӗн тума кирлӗ? Пуринчен ытла Комиссар хӑвӑрт начарланса пычӗ. — Кунта эсӗ кирлӗ маррине темӗн те пӗр курӑн, темӗн те пӗр илтӗн, — мӑкӑртатрӗ вӑл, кравать пуҫӗ ҫумне йӑпшӑнса тӑнӑ ывӑлӗ ҫине пӑхмасӑр. — Вӗрентес пулать сана. Бяла Черква мӗн тӑвас тет? Астӑвӑр, путсӗрсем, ӑна кам та пулин алӑпа тӗкӗнсенех — эпӗ пӗтӗм лини тӑршшӗпе пӗлтеретӗп: вара пурне те поездран антаратӑп та, тимӗр решетке хыҫне лартатпӑр. Почта кантурӗ вӗсен ватӑ юман хӑвӑлӗнче пулнӑ. Настя вӗсен вӑрттӑн почтальонӗ пулнӑ. — Пустуй япала шухӑшласа кӑлартӑн эсӗ, — терӗ вӑл. Ҫыранран аяккарах ишме тӑрӑшатӑп, вак утравсем ҫине ҫапӑнас мар тесе, кимме пилӗк-улт хут та тӗке-тӗке уйӑртӑм; сулӑ та ҫырана пыра-пыра ҫапӑнать пуль-ха тесе шутлатӑп, ахаллӗн вӑл таҫта ҫитиех юхса кайнӑ пулӗччӗ те ун ҫинчен кӑшкӑрни илтӗнмен пулӗччӗ — сулӑ кимӗрен хытӑрах юхать-ҫке. — Ефим! кӗтӳҫ! Никампа та нимле ҫыхӑну тытманнипе Ибн-Хамис караванӗ Казондене ҫитни ҫинчен Уэлдон миссиса никам та каласа памарӗ. Ярмарка уҫӑлнӑ кунхи шав та нимех те ӑнлантарса памарӗ Уэлдон миссиса. Ӑна вара ун пек чух усал кичемлӗх ҫавӑрса илнӗ, ывӑл пулмасан, — ашшӗ пурнӑҫне малалла илсе каяканни ҫук пулсан, — ӑна пурнӑҫ та тӗлсӗр пек туйӑннӑ. Ҫулпуҫӗ вилни парти ӗречӗсене аркатмарӗ. Хӗрарӑм мар, чӑн-чӑн ӑйӑр! Пурте чечексемпе пынӑ — кунтӑкӗсем пӗринчен-пӗри пысӑк. Вара ҫакӑн пек пулса тухрӗ: пӗрремӗш — унӑн часрах тӳрленмелле, выҫӑ пурӑннӑ вӑхӑтра ҫухатнӑ сывлӑхӗпе вӑйне каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки ытларах ҫимелле тата ҫывӑрмалла; иккӗмӗш — лётчикӑн ҫапӑҫура кирлӗ пулакан пахалӑхӗсене каялла тавӑрмалла, ҫакӑн пирки унӑн, койка ҫинче выртакан чирлӗ ҫын тума пултаракан гимнастикӑллӑ упражненисене туса, шӑмма-шакка тӗреклетмелле; виҫҫӗмӗш — ку ӗнтӗ чи кирли тата чи йывӑрри пулнӑ — чӗркуҫҫи таран татнӑ урасене вӑйлӑ та ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкалакан тумалла, кайран вара, протезсем туса тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, ҫав урасемпе самолета управлени туса пыма хӑнӑхтармалла. Егор ӳсӗре-ӳсӗре пуҫӗпе сулса илчӗ. Эсӗ темӗскер пуль тесе-и? — сасартӑк ҫилленсе кайнӑ Маякин. Юлашкинчен ҫамрӑксем тӑчӗҫ те сывпуллашма пуҫларӗҫ. Пирӗн проводник йӑлтах урӑхла, чула киркӑпа майӗпен, сыхланса, пӗчӗкҫӗн ҫеҫ тӗпрентерсе, ултӑ дюйм анлӑшӗ шӑтӑк туса пычӗ. — Нимӗн те каламан пулмалла… — Юрать, ҫыр!.. Эпӗ йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхрӑм: ку пӳлӗмне те пӗрремӗш пӳлӗмӗ пекех, анчах унтан авантарах та тӑрӑшарах тасатнӑ. Вутти чӗрӗлесшӗн мар. Ҫак вӑхӑтра Шубин килсе кӗчӗ. — Василий! Хӑй ӑшӗнче Наумов ку ҫӗнӗ ҫынна ыранах зонӑна пӗччен кӑларса яма, ик-виҫӗ хут вӗҫнӗ хыҫҫӑн «УТ–2» текен учебно-тренировочнӑй самолет ҫине, фанертан тунӑ истребитель копийӗ ҫине куҫарса лартма пулать, тесе шутларӗ. Тараска… — Мӗн ҫинчен пулать сан сӑмаху? — ыйтрӗ Цветаев илтӗни-илтӗнми сасӑпа. Вӑл старикпе юнашар чул ҫине пырса ларчӗ те, пӳрнисемпе хӑй умӗнче ҫыпӑҫусӑр тӗллекелерӗ: — Ӑнлансам эсӗ, ухмах этем… — Игнат кулса илнӗ. — Эсир серапэ ҫинче юн хытти, ун варринче пӑшалпа пенӗ шӑтӑк курӑр. — Унӑн сочиненийӗсем пирӗн патӑрта ҫук, — терӗ профессор. — Эпӗ те ыран санпа каятӑп. Ҫывхарса килнӗҫемӗн пысӑклансах, пысӑклансах пырать вӑл. Саня туйне эпӗ ҫунатланса пырса кӗтӗм. «Ун пек каламарӑм-ҫке, Иван Иванович! Франди пурӑнтӑр тесен, Вандейӑна пӗтермелле. Ку, акӑ, пурне те тивекен ялхуҫалӑх налогӗ, страховой оклад листисем тата страховка укҫине тӳленӗшӗн панӑ квитоксем… Пирӗн вакунра икӗ ҫын кӑначчӗ — пӗр карчӑк хӑйӗн упӑшкипе, иккӗш те питӗ калаҫма юратманскерсем, анчах вӗсем те пулин часах анса юлчӗҫ, эпӗ вара пӗчченех тӑрса юлтӑм. Темиҫе вӗшле йытӑран пӗрисем, хӗвел ӑшшинче хӗртӗнсе, пашкаса выртаҫҫӗ; теприсем, тӗнӗлсем ҫумӗнчи ҫӑва ҫулакаласа, кӳмепе урапа айӗнчи сулхӑнра ҫӳреҫҫӗ. Кам уншӑн тӑрӗ? Пӗтеҫҫӗ вӗт вӗсем, пӗтеҫҫӗ. — Тӗрӗс. Пӗр-пӗр ҫӗнӗ хыпар илтни маншӑн — савӑнӑҫ. Крыльца умӗнче урамра вӑйлӑ шӑм-шаклӑ тир тӑвакансем лараҫҫӗ, вӗсем хӑйсен ӗҫчен аллисемпе вӑкӑр тирне лутӑркаҫҫӗ. Крамарьсем хӑйсен умне пӗр купа ҫулу, аҫа чулӗ тата тар хунӑ та, вӗсемпе суту туса лараҫҫӗ. Пӗри — ӑслӑ, тепри — ухмах. — Икӗ эрне каярах-и? Анчах ырри усалсӑр килмест! Сулахайра — пӗр вӑтӑр утӑмра — ыраш хӑмӑлӗ ҫинче каска йӑлкӑшса илчӗ. «Хмелько! — чухласа илчӗ Лозневой. Алӑка кайса хуп-ха, Сид! Йӗрлесе пӑхас пулать». Эпӗ кибиткӑна Савельичпа юнашар лартӑм та, куҫҫуль юхтарса, инҫе ҫула тухса кайрӑм. «Ан чӗтре, чунӑм, ан чӗтре, хитре чӗкеҫӗм! Савӑннипе пӑлханса кайнӑскер, вӑл кӗтсе ларакансен кичемлӗхне сирсе ячӗ. Хӑй чӑлахне пула ҫакнашкал мӗскӗнлӗхе вӑл пуҫласа тӳссе курать; ҫынсене унӑн суккӑрлӑхӗ шеллеттерме кӑна мар, хӑратма та пултарассине пуҫласа ӑнланса илчӗ вӑл. Матрос пиҫиххийӗ хушшинчен пистолетне сылтӑм аллипе кӑларса илчӗ, сулахаййипе четкине тытрӗ. Мӗнпе ҫӳпленӗ вара эп ӑна?.. Тусана кипке татӑкӗпе шӑлса пӑрахнӑ пекех шӑлса пӑрахрӗҫ, турпаса шӑлса ывӑтнӑ пек ывӑтрӗҫ. Акӑ эсир, маркиз господин, ҫамрӑк. Унтан вӑл хӑйне чикӗсӗр сарлака та хумшавлӑ ҫырмапа ишсе пынӑ пек туйнӑ, вара, урисем ҫинче енчен-енне сулӑнкаласа тӑрса, сехӗрленсе кайса кӑшкӑрма пуҫланӑ: — Ӑҫталла ишетпӗр? Дубровский пуҫне ҫӗклерӗ. Тепӗр тесен, эпӗ хам ҫапӑҫма кайма пултаратӑп: эпӗ салтак кӑна вӗт. Ун сӑмахӗсене хирӗҫ ҫӳлтен:— Ҫапла, Каин, — тесе хирӗҫ тавӑрчӗҫ. Питӗ мухтарӗҫ мана. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ашшӗ унӑн — тискер, усал ҫын. — Ҫӑкӑрпа квас ҫисе, — шашкине сиктерсе, кӗскен тавӑрчӗ Островнов. — Акӑ ирхи апат та ҫитрӗ! Огнянов яла кӗчӗ. — Ҫакӑнта, ҫак шӑтӑкра службӑра ларса, ыттине тӑваймасан та карьера тӑвасах пулать… Хӗрес… чин… гвардие куҫарӗҫ. «Ай, ырӑ, монета! ай, лайӑх монета!», калаҫма пуҫларӗ вӑл, пӗр червонецне алӑра ҫавӑркаласа тата шӑлпа ҫыртса пӑxca: «эп ҫапла шутлатӑп: пан ҫакӑн пек лайӑх червонецсене туртса илнӗ хыҫҫӑн вӑл ҫын ҫут тӗнчере пӗр сехет те пурӑнаймарӗ пулӗ, ҫийӗнчех ҫырма хӗррине кайрӗ пулӗ те червонецсемшӗн хуйхӑрса путса вилчӗ пулӗ». Ачасем сӗрлеме чарӑнчӗҫ. — Пултаратӑп та, хӗртетӗп те! Николай вара, амӑшӗ ҫине ырӑ куҫпа куҫлӑх витӗр пӑхса, ҫине тӑрсах, хӑй сӑмахӗсем пирки пӗр иккӗленмесӗр, ӑна пулас пурнӑҫ ҫинчен юмахсем каларӗ. Шлюпкӑсене сыхлакан матроссем пире асӑрхасанах хыпаланма пуҫларӗҫ. — Ну, мӗнле? Куратӑр-и мӗн те пулсан? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ун чухнехи тӗнчере ҫӗлен-калта пек чӗрчунсем кӑна пурӑннӑ. Огнянов ӑна тенкел ҫине лартрӗ, хӑй юнашар ларчӗ. Йытӑ пек, выҫӑ та». Пурте хырӑннӑччӗ ӗнтӗ вӗсем, мӗскӗн пит-куҫӗсем куштанланса пӑхатчӗҫ, ҫӳлӗ картузсемпе, «кӑкӑрлӑ» кительсем тӑхӑннӑ генералсем, вӗсен хушшинче халӑха асаплантарса ҫын вӗлерес енӗпе чапа тухнисем те сахал марччех ӗнтӗ, вӗсем Крым кӗперӗ урлӑ та каҫатчӗҫ пулӗ, салтакӗсем ҫаплах пирӗн умран иртетчӗҫ-ха, хӑшӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк, хӑшӗ ҫаруран, хӑшӗ-пӗри йӳле янӑ шинелӗсене уртса тайкаланса утаҫҫӗ. Эсир унта… мӗн… темӗскер пылакскерпе антӑраман-и? Темле аристократла куштанлӑх та, ҫавӑнпа пӗрлех йӗрӗнес кӑмӑл ҫӗкленчӗ унӑн авӑнса тухан сӑмсаллӑ типшӗм питӗнче. Ҫӗр ҫинче, сарӑрах тӗтӗм евӗрлӗ курӑнакан пӗлӗтре ҫав тери вӗри, тӳсмелле мар пӗҫертекен шӑплӑх тӑчӗ; пур ҫӗрте те торфлӑ вырӑнсем, вӑрмансем ҫунчӗҫ. Тӑр ҫапла сӑмахлӑх пӗтиччен юналла. Алеша Коханский чирлӗ Корчагина тӑванӗсем патне илсе ҫитернӗ те хӑй тифпа чирлесе ӳкнӗ. Лешӗ ӑна хытӑ чӑмӑртарӗ. Вӑл мана икӗ аллине те тӗртсе, мӑкӑртатма тапратрӗ: — Пӗрремӗш срок — Илья пророк, иккӗмӗшӗ — утлӑ Егорий, виҫҫӗмӗшӗ — ман пата ан кил! Давыдовпа Шалый вара ҫаплах хӗвел питӗнче лараҫҫӗ. Нимӗҫсем хӑйсен юлташне туртса кӑларма чупрӗҫ, лешӗ вара, ҫӗр ҫине ярса пуссанах, куҫҫуль витӗр ятлаҫрӗ, его превосходительство фон Кизериц граф патне ҫитме пулса, «вырӑс мошенникӗсем» хыҫҫӑн кӑшкӑрашса юлчӗ. Алчӑранӑ куҫӗсемпе хӑйӗн дамине питрен пӑхса, вӑл темӗскер мӑкӑртатнӑ. Эпӗ ответлеме пуҫларӑм, анчах унӑн сӑн-пичӗ епле пулни ман чӗлхене ҫыхлантарчӗ, мана хам мӗн калани пӗтӗмпех ун пек маррӑн туйӑнчӗ. Часах эпир пӗрене ҫинче тарлӑ питне (ҫанталӑк шӑрӑх) шӑлкаласа ларакан пӗр йӗкӗт патне ҫитрӗмӗр, унӑн сӑнӗ-пуҫӗ ялти йӗкӗте аса илтерет; унпа юнашар икӗ саквояж ларать. Унӑн ҫиесси килмерӗ, вӑл каллех ӑшӗ пӑтраннине сисме пуҫларӗ. — Юрать. — Юрӗ, Леночка, ан ҫавӑр эс ман пуҫа. Итлесем, эпӗ, Тӳпе ывӑлӗ, кунта вак-тӗвекшӗн килмен. Купаласа ҫитермен утӑ капанӗ тӑрринчи Прянишков хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Агитбригада килет: Ҫӑрттан мучи. — Мӗншӗн? Савельич ирех лавкасем тӑрӑх тухса кайрӗ. Анчах профессор сулӑ ҫинчен анса юлмарӗ, — ку аван та пулчӗ. Вӑл сире пит мухтатчӗ. Эпир, пӗлетӗр-и, савӑнӑҫлӑ ҫынсене сайра куратпӑр, тепӗр тӗрлӗ каласан, пирӗнпе савӑнӑҫлӑ ҫынсене те кичем. — Мана халь ҫуралнӑ ачана парӑр, — тенӗ Кӗске Мӑйрака. Молох капищин тӗп мӑчавӑрӗ пулнӑ ку. — Вӑл Озеровпа Лозневой ҫине хытӑ пӑхса илчӗ. Эпӗ чухлаканскерех мар. Чӑн та ӗнтӗ, патша-тупӑ пур унта, ҫав тери пысӑк струмӗнт! Нагульнов ӗҫе вӑраха яма тӳсӗмӗ ҫитейменнине куҫкӗретӗнех палӑртса: «Хӑҫан вӑрлӑхлӑх тырӑ пирки калаҫма пуҫлать-ши ку? — тесе шухӑшласа ларать. Унтан тахӑшӗ тухса кайрӗ, алӑк пӗр самантлӑха уҫах выртрӗ, эпӗ вара пачах урӑхла картина куртӑм. Почта ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ ҫапла тума пултарнӑ! Ҫиччӗ ҫурӑ. Манӑн пӗр юлташ пурччӗ, ҫав юлташӑн тата тепӗр юлташӗ пулнӑ, вӑл малтанах хӑйне йӗркеллӗ тытнӑ, кайран вара ӗҫме тытӑннӑ. Асар-писер кайӑксем те пирӗн сулӑран аллӑ чалӑшра ҫеҫ иртеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине сике-сике тапӑнаҫҫӗ, хӑйсем ҫав тери тискерленсе кайнипе пире асӑрхамаҫҫӗ. Эпӗ шыраса тупатӑп унта вӗсене. Ҫакӑн пек тертленсе пӗтнӗ хыҫҫӑн мӗнлерех савӑнтарчӗ мана маттур Динго! Колхозниксем ҫурт-йӗрӗсене явӑнса ӳсекен виноградсемпе тумлантараҫҫӗ. — Мӗн пулчӗ сана? — тесе ыйтать пичче. Тӑшмансем суя сӑмахсем сарса ҫӳреҫҫӗ, пире чӑрмав кӳреҫҫӗ. Тӑнлавӗсем айӗн унӑн хӗрлӗ бакенбардӑсем анатчӗҫ, шурӑ сӑмси вӑрӑмччӗ, доктор майлӑ та мар ӗнтӗ, циркри хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫын евӗрлӗ, сӑнарӗ те ырӑ кӑмӑллӑ. — Ну, вӑл пулма пултарас ҫук! — Ну, юрӗ, епле те пулин походри пек майлашӑпӑр эппин. — Мӗн пулнине пӗлетӗн-и-ха эсӗ? — терӗм эпӗ, — дворнике кала, полицие пӗлтерччӗр. Ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать, ҫурӑм тӑрӑх шӑрӑхра та сивӗ чупса иртет! Эпӗ хам чечексене ҫав труба тӗлӗнче тӑваратӑп та, малтан кӑмӑлласах колхозсем ҫинчен, рабочи класс ҫинчен, ытти япаласем ҫинчен каланине итлетӗп, кайран вара пуҫа хуть сӗлӗ миххине чик: Мускавран такам ӑйӑр пек: «Налей еще немного, давай выпьем, ей-богу», — тесе ахӑрса ярать, вара, каласан ӗненмӗр, ырӑ ҫынсем, манӑн ҫав тери ӗҫес килсе каять те ним тума аптраса ҫитетӗп! — Вуланӑ. — Эпӗ-и! — тесе урса кайрӗ Азамат, унтан хӑйӗн пӗчек кинжалӗпе кольчугӑна чанкӑртаттарчӗ. Крыльца урайне ҫӗнӗрен сармалла. Юлашкинчен вӑл йывӑррӑн сывласа илчӗ те вулама чарӑнчӗ. — Сана! — терӗ вӑл ним именӳ-ҫӳҫенӳсӗр те ӑшшӑн; лешӗ хӑй хыҫӗнче юлташла кулса тӑнине Ромашов курмасӑрах туйрӗ. — Тӗр-рӗс! Тепӗр минутран чӳречерен пыл хурчӗ шавлӑн вӗҫсе кӗчӗ, вӑл: «Вӗҫетӗп, вӗҫетӗп! Николаев чарӑнчӗ те Ромашова ҫанӑран тӳрккессӗн ҫавӑрса тытрӗ. — Ох! Урӑх япаласем те тупӑннӑ. Эпӗ яланах хам ҫири тумтире пурте ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, иртерех, вӗсем ыйхӑран вӑраниччен тӑхӑнаттӑм. Кӑваккисем унта пырса кӗме, шуррисем унтан тухма хӑранӑ. — Юрӗ, ҫапла пултӑр эппин. Кира валли вӑл чулмекӗ-чӳлмекӗпе чечек йӑтатчӗ — яланах пӗр йышшине илетчӗ-ха тата, ҫавӑнпа Кира пӳлӗмӗ чей розипе примул чечекӗнчен тунӑ пӗчӗк питомник пек пулса тӑчӗ. Ҫиллес сасӑ хыттӑн калать: — Мӗнле ӑслӑ этем пире ҫын пурӑнман ҫуртра пухма шут тунӑ ҫав? Ҫапла вара, юлашки хут вӑрманта ҫӗр каҫма шут турӗҫ. Ун хыҫҫӑн ыттисем те тухса каяҫҫӗ. Казаксем, ним тума аптӑраса, сирӗлсе тӑчӗҫ, ҫав хушӑра Яков Лукич, Половцевран маларах алӑка хулпуҫҫипе тӗртсе уҫрӗ те алкумне вирхӗнсе тухрӗ. — Мустангер! — тесе йӗрӗннӗ пек мӑкӑртатса илчӗ Кольхаун, анчах Луиза ҫеҫ илтӗнмелле, хуллен мӑкӑртатрӗ. Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсенчен, юн тымарне касса татнӑ пекех, хуп-хура юн пӗрхӗнсе тухрӗ. Пирӗн вӑрӑмах мар ҫул — вӑтӑр тӑватӑ сехет хушши — хӗрсем юрланӑ хушӑра, е ҫак ҫамрӑкла савӑнӑҫлӑ та йӑпанчӑклӑ юрланӑ майпа тӗлӗрсе пынипех иртсе кайрӗ. — Акӑ! — йӳҫенкӗн кӑшкӑрса янӑ Маякин, хреснай ывӑлӗ ҫинелле кӑтартса. — Салтаксем тав тунине хирӗҫ ответлерӗҫ, Волошин вара ҫавӑнтах хушса каларӗ: — Халь ӗнтӗ ӑна ав ҫавӑнта илсе кайӑр. Анчах эпӗ йӑнӑшрӑм иккен, мӗншӗн тесен пӗр чипер кунхине пирӗн палата алӑкӗ уҫӑлчӗ те сестра вара:— Григорьев патне хӑна килчӗ, — тесе пӗлтерчӗ. Хӑй ҫинче ҫынна лартса ҫӳремен пулмалла. Вӗрентмен ӑна». Савнӑ ҫыннӑм… Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Дрёмоври ытти ҫынсем ҫав палламан ҫынна юханшыв леш енче, «Ӗне чӗлхи» текен сӑмсахра, Ратский княҫсен ҫӗрӗ ҫинче курчӗҫ; вӑл унта, хӑва тӗмӗсем хушшинче, хӑйӑрлӑ сӑмсаха пӗр тан, сарлака утӑмсемпе виҫсе ҫӳрерӗ, ывӑҫ тупанне ҫамки патне тытса хула ҫине, Ока ҫине, Окана юхса кӗрекен кукӑр-макӑр, шурлӑхлӑ Ватаракша ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫине пӑхрӗ. Сашӑн, ҫавӑн пек патварскерӗн, вылямалли япаласем пурри ман кӑмӑла питех те карӗ; вӑл ҫав япаласене вӑтанса пытарса усрать пулин те, эпӗ вӑл мӗншӗн вӑтаннине лайӑх чухлаттӑм. Ҫакна тума вӑл тек пултараймарӗ, тата унӑн вӑхӑчӗ те пулмарӗ: йӗркесӗр пурнӑҫ тата обществӑра хӑйне светски ҫын пек тытма тӑрӑшни ӑна шухӑшсемпе ӗҫрен сивӗтсе пычӗ. Ученый тунӑ ҫӗнтерӗве пурте кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ. Петр горницӑн малти кӗтессинче ларать. Вӑл хӑйӗн куҫхаршисем пӗркеленнине, тӗксӗмленнине пӗлет, ҫакӑ аван маррине, хӗрӗн кӑмӑлне кайманнине туять, анчах та пӗркеленчӗксене ниепле те пӗтерме пултараймасть, вӗсене ҫирӗп ҫиппе ҫӗлесе лартнӑ пекех туйӑнать. Аптрамалла япала — халь ӗнтӗ вӑл ҫав мӗнпур туйӑмсем валли те хӑйӗн чӗринче вырӑн тупать. Кирюха хулӑн сасӑпа чыхӑна-чыхӑна кулма пуҫларӗ. Вара каллех пурте темиҫе минут хушши блиндажсенче ларса ирттерчӗҫ. — Ну, вӑл та лайӑх; эсӗ мана ӑнланас ҫук. Эпир калаҫса татӑлатпӑр пуль тесе шутлатӑп эпӗ, вара эсир пире малтанлӑха мӗн чухлӗ укҫа кирлине калӑр. Пӗррехинче амӑшӗ ывӑлне:— Атя хохола хамӑр пата пурӑнма илер? — терӗ. Вара ҫӗр ҫинче ӑна пачах ӑнланса ҫитни пӗр чун та юлмасть. Сехрем хӑпса тухрӗ-ҫке, тупата, ҫук ӗнтӗ, хӑраса ӳксе мар-ха, Лалӑна калатӑп: «Лала, мӗн пулчӗ-ши Марко бай патӗнче, тетӗп, ҫӳлти пӑлтӑртан пӑх-ха, мӗн пулнӑ вӗсен картишӗнче…» тетӗп. Егоров каҫхине иккӗмӗш штурмовой группӑна ертсе пычӗ. Эпӗ хамӑн пӗтӗм ӑшчикӗм лӑпланса вӑй кӗнине, ҫан-ҫурӑм ҫӑмӑлланса кайнине сиссе малалла утма ҫирӗп шухӑш тытрӑм. Кактуссем халӗ ҫӳллӗрех, ҫӑрарах, тӗреклӗрех. «Мана та хӑвпа юнашар ларма ирӗк парсамччӗ!» терӗ тимӗрҫӗ. — Питӗ начар. Ах, пуҫ мӗнлерех ыратать! Эпӗ ӑна пӗрре темӗн те пӗр каласа пӗтертӗм, тепри пулсан, мана ҫавӑнтах касса пӑрахмалла, анчах Печорин йӑлтах кулӑшла еннелле ҫавӑрса хучӗ. Бар хуҫийӗ мустангер валли виски ярса панӑ хушӑра лешӗ офицерсемпе сӑмахласа илчӗ. Чӑнне калатӑп, — хушса хучӗ вӑл, ҫурӑм хыҫӗнчи винтовкине тӳрлетсе, чӑнласах та шӳтлесе мар пек туйӑнакан сасӑпа. Ҫӗр ҫирӗм километр хулӑнӑш ҫӗр хуппи ман хулпуҫҫисене пусса тӑрать. Акӑ хӗрарӑм мандолинине чӗркуҫҫийӗсем ҫине антарнӑ, унтан, хӗлӗхсене ытахаллӗн анчах суйлакаласа, хӑйӗн умнелле тинкерӳллӗн пӑхма пуҫланӑ. Темӗн чӑлтлатрӗ те лӑкӑртатса илчӗ Хлебников пырӗнче, анчах вӑл ҫаплах нимӗн шарламарӗ. Приговор Медицина комиссийӗ мана суд ӗҫӗ пекех туйӑнатчӗ, ҫитменнине тата ҫав судра манӑн кирек хӑҫан та айӑпли вырӑнӗнче пулмалла пулса тухатчӗ, мӗн ҫуралнӑранпах сарлака хулпуҫҫиллӗ те тӑваткӑл янахлӑ марччӗ эпӗ, ал шӑнӑрӗ те тӑватӑ пӑт ҫӗклейместчӗ. Эпӗ тухма хатӗрленсен вӑл яланах сенкер арчине уҫатчӗ, унӑн хуппи шал енне, халь астунӑ тӑрӑх, темле гусарӑн сӑрласа тунӑ сӑнне, помада банки ҫумӗнчен хӑйпӑтнӑ картинкӑна тата Володя ӳкерчӗкне ҫыпӑҫтарнӑччӗ, — ҫав арчаран ырӑ шӑршӑ тухма ҫунтармалли япала кӑларать, ӑна тивертсе ярать те сулкаласа ҫапла калать: — Ку, улпутӑм, Очаковран илсе килниех. Сирӗн вилнӗ аслаҫӑр — ҫӳлти патшалӑхра пултӑр — турккӑсемпе ҫапӑҫма кайсан, унтан илсе килнӗччӗ. Кампа та пулин вӑрҫса кайнӑ-и вӑл? Хӗрарӑмсен ҫӑмӑлттайлӑхӗпе сирӗн ҫулхисен айванлӑхӗ ҫинчен калаҫмастӑп-ха эпӗ… анчах кам кӗтме пултарнӑ-ха эсир ҫав териех иртӗхсе каясса… — Аттеҫӗм, — терӗ Елена, — эсир мӗн каласшӑн пулнине эпӗ пӗлетӗп… Мӗн ҫӑварна карса пӑрахрӑн, Карташов? Чейник валли-и? Мӗнлерех вӑл… Эпӗ Катенька хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхатӑп, хӑй вӑл, хурт ҫулӗ ҫине ҫулҫӑ хурса, ӑна ҫӗклесе илесшӗн тӑрмашать. Мӗнле майпа? Шӑпах пирӗн тӗлте Подзорная Труба тӑвӗ, сайра хырсем ӳсекенскер тата вырӑнӗ-вырӑнӗпе тарӑн авӑрсем уҫӑлса тӑраканскер, кармашса тӑрать. Акӑ пысӑк хулана та ҫитрӗҫ, анчах кунта, ҫын шӑв-шавӗ хушшинче, вӗсем хӑйсене хӑйсем пушшех те пӗччен пек туяҫҫӗ, пушшех те хӑраҫҫӗ; ку туйӑм вара пӑрахут ҫинчинчен те вӑйлӑрах. Ытла каҫа юлнӑччӗ ӗнтӗ, ларексенче ҫапах та чечексем сутатчӗҫ-ха. Заполярьере пурӑннӑ хыҫҫӑн тӗлӗнмеллех пулчӗ ҫав маншӑн, кунта пӗтӗмпех темӗн чухлӗччӗ те — ҫынсем те, автомобильсем те, пӗр-пӗринчен уйрӑм еннелле сулланса тӑракан лампочкӑсем те туллиех. — Эсир ватӑ Зеб Стумпа шанма пултаратӑр, мисс Луиза. Канар утравӗсем ҫинче манӑн Гумбольдт йӗрӗсемпе каяс пулатчӗ, кунта манран малтан Шарль Сен-Клэр Дэвиль геолог ҫитме ӗлкӗрнӗ. Кам кӑна килместчӗ, ӑна пурте мухтатчӗҫ, никам та хурламан. — Эпӗ сире нимӗн ҫинчен те каласа та ӳкӗте кӳртесшӗн мар, анчах манӑн калама тивӗҫ пур: кун пек темтепӗрсем мана ытлашши хӑратса тӑмаҫҫӗ. Хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмне нихҫан та, нихҫан та кӗместӗп, ун ҫывӑхӗнчен иртсе те каяс мар тесе тӑрӑшатӑп; виҫӗ ҫултан хам тӗллӗн пурӑнма тытӑнатӑп та кирек епле пулсан та авланатӑп. Вӑл ман ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те, халӑхӑн тӳсме кирли ҫинчен, турӑ тӳсӗм валли вӑй патӑр тесе кӗлтумалли ҫинчен калама тытӑнчӗ. — Мӗнле, тӗрмере йывӑр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Ҫапла, Англи, пӗр Англи ҫеҫ, — мӑкӑртатрӗ маркиз. — Урӑх нимле те май ҫук. Пӗр-пӗрне куҫсемпе ҫиеҫҫӗ, пӗр вырӑнта тӑпӑртатаҫҫӗ, ҫӗнӗрен ункӑ туса ҫаврӑнаҫҫӗ. Ахаль ҫеҫ кала — «ма», акӑ, эп каланӑ пек. Акӑ Любовь Сергеевна — вӑл мана ӑнланать, ку ӗҫре нумай пулӑшрӗ. «Чӑнах та тупсан». Кванза ҫыранӗ хӗрринчен кайнӑранпа пӗр эрне те иртмерӗ, тыткӑнрисен икӗ теҫетки, вӑй пӗтнипе ӳксе юлса, караван хыҫҫӑн пыракан тискер кайӑксен шӑлне лекрӗ. — Кашни кун пӗр тала ҫинченех пилӗкшер хут каласа паратӑп вӗсене. Ман шӑллӑм ҫухалчӗ. Ҫак самантра унӑн пуҫӗ чиперех ӗҫле пуҫларӗ, вара вӑл шухӑшлама тытӑнчӗ. — Ҫук, — терӗ вӑл, — лекарь йӑнӑшни пирки калас пулсан, Бэла тата икӗ кун пурӑнчӗ. Эсир йӗплесе калаҫма хавас… сывлӑха пултӑр». Андрей чунӗ-чӗрипе туять: ҫак вӗрентсе пынисем унӑн юнӗпе ӳтне кӗрсе пыраҫҫӗ, хӑй сывлакан сывлӑш пек кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах тата вӗсем унӑн чӗрине те, сывлӑш пекех, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ вӑй-хал парса тӑраҫҫӗ. Пурне те колхоза пуҫтарас тени питӗ тӗрӗс шухӑш. Йӑмӑкне асӑнать тесех шутлатӑп эпӗ. Хӑйпе ӑмӑртакан хӗре малтан курни виҫӗ кун иртсен, Луиза каллех ӑна азотея ҫинчен курчӗ. Король майри тата ун ҫумӗнчи дамӑсем эпӗ хама мӗнле тыткаланине курсан каҫсах кайрӗҫ. — Эсир паян вилетӗр! — терӗм эпӗ ӑна. Ӑна эпӗ «суя» сӑмах мӗне пӗлтернине те манса кайма пултарни ҫинчен, гуигнгнмсен ҫӗршывӗнче пин ҫул хушши пурӑнсан та, унта чи япӑх тарҫӑ та суйса каланине илтме пултарас ҫукки ҫинчен шантарса каларӑм. Анчах маншӑн пулсан, вӑл мана ӗненет-и, ӗненмест-и, — пурпӗрех. Ҫапах та эпӗ, ӑна ырӑ кӑмӑллӑ пулнишӗн тав тӑвас шутпа, унӑн мӗнпур кӑлтӑкӗсене каҫарма хатӗр пултӑм, манран ыйтса пӗлме кӑмӑл тунисене пурне те каласа пама килӗшрӗм, хама хирӗҫлесе каланисене те йышӑнтӑм. Анчах Алексей ун сӑнӗ ҫинче хуйхӑпа канӑҫсӑрлӑх пуррине часах туйса илнӗ. Ӑҫта каятӑн? — тет. Тахҫан эпӗ йӑвашчӗ — мана юла юпать тесе айӑпларӗҫ: эпӗ вара шухӑшӑма пытарса тӑракан пултӑм. Манран ик-виҫӗ утӑмра арҫын ушкӑнӗ тӑрать, унта чипер княжна ятне яма килӗшнӗ драгун капитанӗ те пур; вӑл темӗншӗн питӗ савӑнать, аллине сӑтӑркалать, ахӑлтатса кулать, юлташӗсене куҫ хӗсет. Унта машинӑпа кайма май килмесен, лашапа каятӑр. Эпӗ, ҫак ӗҫ мана ӳссе ҫитӗнме кансӗрленине сиссе, хамӑн кукка патне, асран кайми Никита Зуев патне — кайрӑм, аннене ӑс пама хушрӑм… Ирӗксӗртен пулнӑ матроссем Билль Галлей хӑйӗн экипажӗпе пӗрле бриг ҫинчи пӗртен-пӗр кимне илнӗ те тарнӑ. Кабинет чӳречинчен Лисицына РИК-а кам кӗрекен кашниех курӑнать. — Тӗрӗс те, ара, — тет вӑл нӑрӑлти те хӑйӑлти сасӑпа. Вӑл хӑй лашине курӑк ҫиме канлӗрех пултӑр тенӗ пек, кӑшт маларах тайӑлса ларать. — Ҫук, мана сирӗнтен укҫа кирлӗ мар. Бульварти чи пысӑк аллея тӑрӑх темӗн те пӗр тӗрлӗ офицерсемпе темӗн те пӗр тӗрлӗ хӗрарӑмсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем хушшинче сайра-хутран шӗлепкеллисем тӗл пулкалаҫҫӗ, пуринчен ытла тутӑрлисем (тутӑрсӑррисем те, шӗлепкесӗррисем те пур), анчах ваттисем ҫук вара, пурте ҫамрӑккисем. Хуралҫӑ та ҫук иҫмасса, ӑна ухмах курӑкӗ ҫитернӗ пулӑттӑмӑр хуть — ӑҫта-ха вӑл. Сильвер парламентер Чӑн та хӳме патне икӗ ҫын ҫитсе тӑчӗҫ. Хум ҫӗкленнӗ хыҫҫӑн мӗн чухлӗ кайнине таркӑнсем чуххӑм та пулин шайласа илме пултараймаҫҫӗ; ҫапах та, лашасем мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынинчен шухӑшласа илсен, сахалах мар вӑрӑм ҫул тунине пӗлме пулать. — Питӗ аван ӗнтӗ. Эпӗ хамӑн выран ҫине выртрӑм, анчах халиччен ҫакна тума яланах чарнӑ Карл Иваныч мана нимӗн те каламарӗ, халь ӗнтӗ вӑл пире текех ятламанни, чарманни тата унӑн пирӗн ҫумра нимӗнле ӗҫ те ҫукки ҫинчен шухӑшласа илни мана кӗҫех уйрӑлу вӑхӑчӗ ҫитессе уҫӑмлӑн аса илтерчӗ. Эпӗ сана пӗччен хӑварма ытла та хӑратӑп-ҫке! Ҫынсен ерипен шуса пыракан калаҫуне итлеме татах та кичемрех. — ҫынсем пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑша кайнӑ та, пӗр-пӗрине итлемен пекех, кашни хӑйӗнни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. — Темӗн мар, шухӑшне улӑштарма та пултарать. Ахаль ниҫта та тӑрантармаҫҫӗ. Анчах ҫакна калама ӗлкӗрчӗ кӑна вӑл, ложементра хускалма тытӑннине асӑрхаса пулас, тӑшман ҫине ҫинех кӗрслеттерме тытӑнчӗ. — Анчах мӗншӗн йӗнӗ-ха эсир? Пирӗн ятпа пӑлан пусрӗҫ, ненецсем ӑна чӗрӗллех, аллисемпе турттарса карӑнтарнӑ аш татӑкӗсене хӑйсен тути патӗнчех ҫӗҫӗпе меллӗн каса-каса ҫирӗҫ. — Букин Федор! Илӗр. Директор халӑха вӑраххӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, хулпуҫҫине хутлаткаласа илчӗ. Шӑпах праҫник кунне вара, «каплицӑн» икӗ енӗпе, ҫула тӑрӑх тем тӗрлӗ те тумланнӑ халӑх таҫта ҫитиех тӑсӑлса каять. Пирӗн кофе пӗтсе ҫитнӗччӗ те, Джим мана та вӗсемпе пӗрле кайса кофе туянса килме хушрӗ. — Мана амантас ҫук! Ҫыран хӗррипе эпӗ Пролома ҫил пек тустарса ҫитрӗм: кунта вут чӗртме ҫатракасем хатӗрлесе хунӑччӗ. Вӑл пуҫӗнчи ҫӗлӗкне пусарах лартрӗ, юлакансем ҫине пурин ҫине те хаяррӑн пӑхса илчӗ, хӑйӗн лаши ҫине вырӑнаҫса ларчӗ те, хӑйӗн ҫыннисене: «Пире никам та усал ятпа асӑнас ҫук! — Америкӑри пекех сентименталлӑ. — Тишкӗрме юрамасть, — каллех пӳлчӗ Любочка, — пирӗнни пек атте ҫинчен тишкӗрсе калаҫма юрамасть. Тен, ыран, паянах та-и тен, ҫак ҫынсенчен кашниех вилӗме хирӗҫ тӑрса тухӗ, хаваслӑн та мӑнаҫлӑн тӑрса тухса, пӗр хӑрамасӑр, лӑпкӑн вилсе выртӗ, тен; анчах та этемле мар условисенче, чи сивӗ ӑс-хакӑла та ҫӳҫентерсе яракан условисенче, унтан ниепле хӑтӑлма ҫук чух, пурнӑҫра мӗнпур савӑнӑҫ та вӑл манӑҫа тухни, ӑнланӑва пӗтерсе лартни ҫеҫ. Ним те хуйхӑрма пӗлмен, харсӑрскерсем, вӗсем мана кукаҫей бурлаксем ҫинчен каласа кӑтартнисене аса илтеретчӗҫ, бурлакӗсем унта ҫӑмӑллӑнах вӑрӑ-хурахсем тата пӗр-пӗччен турра кӗл туса пурӑнакан ҫынсем пула-пула тӑратчӗҫ. Анчах тепӗр самантранах ытарайми музыка хӑйӗн илемӗпе пурне те тыткӑна илчӗ, Ставрученкӑн аслӑ ывӑлӗ кӑна, профессилле музыкант, хӑй пӗлнӗ музыкӑна лайӑхрах палласа илес тесе тата пианистӑн хӑйне евӗр вӑййине тӗпчесе чылайччен тимлесе итлесе ларчӗ. Джонни тула тухса тӳрех урам тӑрӑх утрӗ. — Ара, мӑнакка. Ӑна курнӑ ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ: «Вӑл хӑйӗн хӗрачине чӗнсе пуҫне ҫӗклет те пер минут хушши итлесе тӑрать, унтан, йывӑррӑн йынӑшса илсе, пуҫне минтер ҫинелле хурать», — теҫҫӗ. Бульба хӑйӗн ывӑлӗсене килти аслӑ пӳлӗме илсе кӗчӗ. Унтан майӗсене хӗрлӗ шӑрҫа ҫыххи ҫакса янӑ икӗ хитре прислуга-хӗр, пӳлӗме тасатаканскерсем, чупса тухрӗҫ. — Эсир ӑна ҫынсене пӑтрататӑр, эсир тӳрех шухӑшсене хуҫатӑр, эсир кӗнекеҫӗсемпе фарисейсем… Тӗнчере мӗнпурӗ иртет, иртсе кайӗ сирӗн ыратни те, сирӗн курайманлӑхӑр та. Тухтӑр вара Огнянова куҫҫуль витӗр Лалка мӗнле чирлесе вилни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл хуртсене вӗллинчен типӗ курӑк ҫунтарса хуса кӑларчӗ те чылаях нумай пыл илчӗ. Мистер Ольбинет хатӗрленинчен типӗтнӗ какай кӑна кӑшт сыхланса юлнӑ; ҫул нумая тӑсӑлса кайнипе ыттисене пурне те ҫисе янӑ. Ун ҫине эпӗ аякран ҫеҫ пӑхса илнӗ пек пултӑм. Залри пӗтӗм халӑх, ҫӗкленнӗҫем ҫӗкленсе пыракан пӑлхану хумне парӑнса, тӗлӗнмелле кӗрлесе илчӗ. Ирӗ ӑшӑччӗ пулин те, ҫывӑрса тӑранман, анаслакан салтаксем хӑйсен йӗтенпир кӗписемпе аванах тӑрӑлтатса чӗтӗрерӗҫ. Аха, илтнӗ. Бис! Давыдов хӑйне анлӑ хирте, вӗҫӗ-хӗррисӗр пӑсланса выртакан ҫеҫен хир ҫине салхуллӑн пӑхкаласа, ҫухалса кайнӑ пӗчӗк ҫын пек туйрӗ. — Курап, сан пирусу ҫук. Ҫурт чӗрӗлчӗ. Хӑнасем хушшинче Фридриксон господин пулмарӗ. Ҫапла, вунпӗр пин те ултҫӗр санра… Ӗлӗк вӗсене уйӑрса тӑнӑ стенана ишсе антарнӑ. Вут-тӗлкӗшӳ кӗлпе хӑвӑрт-хӑвӑрт витӗнет, тӳпе янкӑрланчӗ, тӗттӗмленет, акӑ ҫӑлтӑрсен тӗлӗнмеллерех ӳкерчӗкӗ сӑнарланчӗ. Ӗлӗкрех мана юратманшӑн, аттене маннӑшӑн ӳкӗнет вӑл; тен, вӑл Гаершӑн, вӑл пире тарӑхтарнӑшӑн каҫару ыйтать пулӗ. Андрей каллех окопран кӑшт пуҫне кӑларса пӑхрӗ, анчах ҫавӑнтах ӑна питҫӑмартинчен тата каскинчен тӑпра тӗпренчӗкӗсем чашлаттарса илчӗҫ. Сехет ҫитрӗ: никама хӗрхенмен ҫын халӗ ӗнтӗ ӳкӗте кӗмен ҫын аллинче. Кам чиркӳсене хӑпартса лартнӑ? Анчах ку номер ӑнӑҫсах каяс ҫук. Машинист ырӑ кӑмӑллӑн кулкаласа калаҫать: — Ӗҫе пӗлекен ҫын халӗ ялта аптӑрас ҫук, ӗҫ темӗн чухлех тупӑнать. Шӑлсем те шӑнаҫҫӗ. Сараппанне ҫӳлелле тавӑрса пуҫӗ ҫинчен ҫыхса хурсах саламатпа ҫунтарнӑ пулӑттӑм… Ҫак вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те Феничка Митяна йӑтса кӗчӗ. Вӑл Митяна ҫухи ҫинче ҫӳҫеллӗ хӗрлӗ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, ҫӳҫӗсене тураса якатнӑ, питне шӑлса тасатнӑ. Ҫакна илтнӗ хыҫҫӑн эпӗ хам шанчӑка ҫухататӑп пулӗ тесеттӗм. Халл капитанпа ун юлташӗсем ҫав усал сунара, йӑрӑмлӑ кита тытма, кайнӑ хыҫҫӑн карап ҫинче мӗнле улшӑну пулнине Бенедикт пичче пӗлет-ши? Хӑй патне пынӑ ҫынсенчен вӑл тем ҫинчен те ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. — Эсӗ йӑнӑшатӑн, Кассий, — тесе хушша кӗчӗ Луиза Пойндекстер. Ӑҫта чикрӗр эсир рабочисене валли панӑ икӗ вагон ҫӑнӑха? — тесе тӗпче пуҫларӗ совпроф председателӗ. Фома, ҫамкине мӑкӑртарах пӑхса, хӑй умӗнчи сарлака ҫурӑма, сартутпа чӑпарланнӑ тулли мӑя, пысӑк хӑлхасене тата хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫпе витӗннӗ тикӗс кастарнӑ ӗнсене куҫласа ларнӑ. — Эп — хуҫа! — ҫирӗппӗн каланӑ Фома. Пӗр танкист кӑна ҫак савӑнӑҫлӑ минутсенче, палатӑри ҫынсем хаваслансах пӗр-пӗрине ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтернӗ чух, татах та ытларах салхуланнӑ, стена еннелле ҫаврӑнса, одеялӗпе пуҫӗ ҫинченех витӗнсе выртнӑ: ун патне ҫыру ҫыракан никам та пулман. Акӑ юнашар пӳлӗме хӑйсен патӗнче тӑранса пурӑнакан Вассушка аннӑ, вӑл хыттӑн пӑшӑлтатса:— Эй, ырӑ туррӑмӑр… — Кӳрӗр — эп кайса парам! — сӗнчӗ йӗкӗт, аллисене сӑтӑркаласа. Ак ҫакӑнта, инҫе мар. Эпӗ тӗлӗннипе кӑшкӑрса ятӑм. Экипажпа пассажирсен пурнӑҫне ҫӑлма пултаракан мелсемпе пуринпе те усӑ курма шутларӗ Дик. Ҫӗрле, сакӑр сехет ҫитерехпе, каҫхи апат хыҫҫӑн Эленпа Мэри кубикра койкӑсем ҫине канма выртсан, Паганельпе унӑн юлташӗсем палуба ҫине тухрӗҫ, вара, ун тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, мӗн пулса тӑнине сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Аким, вӗсене сӗтел хушшине ларма сӗнмесӗрех, сӑмахне шелленӗ пек, пӗртен-пӗр сӑмах каланипех, «тавтапуҫ» тенипех е тӳрккесӗнрех шӳтлесе: «Ҫиетӗп-ха та, хамӑнне ҫиетӗп, эсӗ алӑк патӗнчех пӑхса тӑр-ха,» тесе ирттерсе яма ҫӑварне уҫма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫав вӑхӑтрах Найденов васкавлӑн малалла каласа кайрӗ: — Ара, ан чӑрманӑрсам эсир! Нивушлӗ пирӗн юлашкинчен ҫуралнӑ шанӑҫ та тӗтӗм пекех вӗҫсе кайӗ-ши? тетӗп. Пуҫне тенкел хыҫне хучӗ те, аллисене кӗсйисене чиксе, куҫне хупса юлчӗ. Эпир выльӑх кӗтсе ҫӳрекен начар ҫӗрсем тӑрӑх пытӑмӑр, ку ҫӗрсем симӗсӗн мар, саррӑн курӑнса тӑраҫҫӗ. Упӑшкипе арӑмӗ иккӗшӗ те чи хисепе тивӗҫ ҫынсем иккен. Анчах ача, хӑй ӳсӗмӗнчи ачасем пек, вӑйӑ шырамарӗ. Акӑ — «Волгарь» ҫунчӗ, ӑна вара кураймарӑм, питӗ шел. Вӑл аллисемпе сулкаларӗ, кӑшкӑрашрӗ, макӑрчӗ те хавхаланчӗ, урисемпе тӑпӑртатрӗ, темскер сӗнчӗ, тем туса пама пулчӗ, такама юнарӗ. Ҫумӑр ҫунине пула хиртен таврӑннӑ Демка Ушаков, кӑштах каярах юлса, ун хыҫҫӑн утса пырать. «Ан шарла, теҫҫӗ сана, шуйттан ачи!» хӑйӗн чарӑна пӗлмен найкӑш ачине чӑтаймасӑр кӑшкӑрнӑ пек ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ Товкач. — Господасем, хӗрачасем патне каятпӑр, — сӗнчӗ тахӑшӗ. Акӑ вӑл кам, акӑ ӑҫта Диасӑн алли! Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, инҫетелле шухӑшлӑн пӑхса, хуллен те хурлӑхлӑн юрласа янӑ: — Атӑл шывӗ тӑрӑх Ҫӑмӑл кимӗ и-ише-ет… Иккӗшӗ те темле пер пекрех пулни халь ӗнтӗ пуриншӗн те паллӑ. Тӑлпӑнчӗ, тӑлпӑнчӗ ҫырмара… аран-аран таҫта тарса пытанчӗ… эпир шырарӑмӑр та вара, ытла та шел пулчӗ, йӑлт ҫапӑнса пӗтрӗ… Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре Аламо ҫумне ҫитессине эпӗ пӗлеттӗм, ҫавӑ вара маншӑн пӗтӗмпех ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, эсӗ капла уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнма тӑрӑшатӑн пулсан, эпӗ епле хам юратӑва санпа ҫурмалла пайласа пурӑнӑп? «Илсе кайӑр!» ҫыпҫӑнмаллипех ҫыпҫӑнчӗ тимӗрҫӗ. Ывӑлӗсем килнӗ ятпа Бульба мӗнпур сотниксене тата полкри чинра тӑракан мӗнпур ҫынсене пухма хушрӗ. Эпир, ӑсран каясса ҫитсе, касса патӗнчен каялла чакатпӑр. — Илемлӗ ҫын — илемлӗ пурӑнмалла… Николай Антоныч мана чарма тӑчӗ, анчах та эпӗ чарӑнмарӑм. Эмиль сӑнран аппӑшӗ пек, «Джеммӑна аса илтерӗ» тесе шухӑшларӗ Санин. Пур еннелле те вӑрӑм аллейӑсем тӑсӑлса каяҫҫӗ, вӗсен хӗррисене яланах симӗс тӑракан йывӑҫсем лартса тухнӑ. Акӑ эсир чирлесе ӳкрӗр, — юратнӑ арӑмӑр хӑйӗн чирне манса каять, эсир ӑна: кӑлӑхах ан асапланӑр, тесе каласан та, сирӗн вырӑнӑр ҫумӗнчен пӗр хӑпмасӑр ларать; эсир кирек хӑш самантра та хӑвӑр ҫине вӑл: «мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ, эпӗ каланӑччӗ, анчах мана пурпӗр, ҫапах та эпӗ сана пӑрахассӑм ҫук» текен куҫсемпе пӑхнине туятӑр. — Вӗсем тума тытӑнма хӑйман япаласем нумай пулнӑ пулӗ, — хирӗҫлерӗ Сталин. Кантӑкран вӑл ниепле те тухаймасть, самӑртнӑ сысна шӑтӑк-шатӑк ҫатан хушшине хӗсӗннӗ пек хӗсӗнсе ларать, ку сӑнаса пӑхнӑ ӗҫ, унта пӗр хут ҫеҫ мар хӗсӗнсе ларнӑ вӑл. Кӑвайт сӳннӗпе пӗрех. Силвио нимӗн чӗнмесӗрех малалла выляма пуҫларӗ. Эсӗ ӑҫта пулатӑн? 1521 ҫулхи мартӑн 6-мӗшӗнче хӗпӗртенӗ матроссем утрав курах кайнӑ, вӑл утрав ҫинче пальмӑсем ӳснӗ, тап-таса шывлӑ ҫырмасем пулнӑ, шывсӑр аптранӑ ҫынсем тинех ӑшӗсене кантарнӑ. — Мӗнле, пӗлтӗн-и? — ыйтрӗ унтан Умрихин. Яша улшӑннине кура тӗлӗнсе кайнӑ хӗрарӑмсем пӗр шарламасӑр йывӑррӑн сывлакаласа илчӗҫ, Макариха Яшӑна ыталаса йӑпатма хӑтланчӗ. Ӑна эпӗ анкартинче ҫӗр айне чавса пытарса усранӑччӗ… Хампа калаҫакан ҫын струльдбругсем ҫинчен мана ҫапла каласа пачӗ. Ӑҫта ҫӗтнӗ илемсӗр ҫаврашка куҫӗсем — тӑмана куҫӗсем — вӗсем унӑн ҫӗрле те хупӑнмастчӗҫ. Айртон хӑй Гарри Грантпа мӗнле паллашнине пире каласа панисенчен ку фактсен тӗрӗслӗхӗ тухса тӑрать. Чӳречесенчен каҫхи сулхӑн сывлӑш вирхӗнсе илчӗ те питсем ҫинелле чӗтӗревлӗн вӗрсе ячӗ. Халӗ ӗнте пулӑҫра, пулли ҫук пулсассӑн, мӗн туса пурӑнатӑн? Вӑл аяккинелле шикленсе пӑхса илчӗ. Столовӑйӑн уҫнӑ алӑкӗ витӗр Николай Антоныча куртӑм, вӑл ҫемҫе пукан ҫинче аллине хаҫат тытса ларать. — Эсир мана кураймастӑр-и е ытла юрататӑр-и! — терӗ вӑл юлашкинчен куҫҫуль витӗр. Тул ҫутӑлнӑ чух пӗтӗм ҫӗре тӗтре хупӑрласа илчӗ. Вӑл каласа пӗтермерӗ, чӗлпӗрне ҫеҫ, вӑйлӑн хӗссе лартрӗ, ҫавна пула пӗчӗк алли ун хыттӑн чӗтренсе илчӗ. Хӗпӗртетӗп эпӗ эс каллех манпа пӗрле пулнӑшӑн… — Эпир вара хамӑра мӗнле те пулин чура сутуҫи пӗрле сутӑн илессе ҫеҫ шанма пултаратпӑр. Ҫын ҫуралчӗ иккен, пурӑнчӗ, — вилсе кайрӗ — мӗншӗн? Ҫапла вара Гленарван экспедицин ҫулталӑкри чи шӑрӑх вӑхӑтпа калас пулать, тропикӑри хӗвел пайӑркисем айӗнчех ҫӳремелле. Вӑл маркерпа вылять, маркерӑн выляса илнӗ хыҫҫӑн пӗрер черкке эрех сыпмалла, выляса ярсассӑн — тӑватӑ уран сӗтел айӗнче упаленмелле. — Вӑрҫма юратаканскер, — тенӗ Аррелано. Никам та унӑн мӗн чухлӗ пурлӑх пуррине, вӑл мӗн таран тупӑш илсе тӑнине пӗлмен, тата вӗсем ҫинчен ыйтма та хӑйман. Дик Сэнда халь пӗр япала кӑна канӑҫсӑрлантарчӗ: ун шучӗпе, ҫак самантра ҫыран курӑнма пуҫламалла, вӑл вара пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан карап ун ҫумӗнчи рифсем ҫине пырса ҫапӑнасран хӑрать. Вӑл ҫаврӑнчӗ, калаҫнӑ чух ӳкернӗ канат вӗҫне ҫӗклерӗ те, матроссем пек: «Го! го! о!», тесе кӑшкӑрса, ӑна турта пуҫларӗ. Пуринчен ытла, унпа чӑрманма кирлӗ мар; чӑрманнине юратмасть вӑл. Вӗсем кунта нихҫан та пулман тейӗн. Темиҫе хутчен вӑл манран шӑппӑн, асӑрханса ыйтрӗ. Эсир ыйтакан укҫапа ман упӑшка ку ҫӗршыва хӑй килмесӗрех пире ирӗке кӑларма пултарать — пӗлетӗр вӗт-ха эсир кунта шурӑ ҫынсемпе мӗн тунине. Эсир текех ларӑр, эпӗ сире юмах каласа парӑп. Салли аппа ун патнелле ыткӑнчӗ, макӑра-макӑра ыталать ӑна, пуҫне татса илменни кӑна; эпӗ тӳрех ӑнкарса илтӗм: маншӑн чи юрӑхлӑ вырӑн — кравать айӗ; каллех ҫил-тӑвӑл тухассӑн туйӑнать. Эпӗ сире ҫыру илсе килтӗм. Анчах эпӗ ҫак сӑмах хыҫӗнче кирлӗ-кирлӗ мар пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пахча, пахча варринче темиҫе ватӑ улмуҫҫи ҫеҫ пытанса тӑнине пӗлсен, тарӑхса кайрӑм. Ҫакна пиллесе хӑварнӑ чухне атте вунсакӑр ҫулта пулнӑ. Анчах та вӑл ялта пурӑнма шутламан, ҫавӑнтанпа ӗнтӗ пӳрт-ҫурт пуш-пушах ларать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫурчӗ — атте ҫурчӗ. Вӑл атте пекех аслӑ та, тӗреклӗ пулмалла пек туйӑнчӗ маншӑн. Ҫулпуҫсенчен хӑшӗ пӗрисем ӳчӗсене йӗпсемпе чиксе тӗрлеттернипе пилӗкшер хутчен асап курса тӳсеҫҫӗ. Сад пахчисене явӑнакан курӑксем хупласа илнӗ, унта сулхӑн тӑрать. Петр патша унпа шӑп ҫичӗ ҫул, кунран кун пурӑннӑ, унтан виҫӗ ачапа пӑрахнӑ. — Эпӗ хамӑр ачашӑн — халӗ Тамплере тертленекен корольшӑн — вӗсен ачисене ҫунтарса янипе тавӑртӑм. Ҫак запискӑсенчен пӗринче — ӗҫме юратман кучер пурри ҫинчен; тепринче — сахал кӳлсе ҫӳренӗ, 1814 ҫулта Парижран илсе килнӗ кӳме сутлӑх пурри ҫинчен; тепӗр ҫӗрте кӗпе-йӗм ҫума тата урӑх ӗҫ тума пултаракан вунтӑхӑр ҫулхи хӗр пурри ҫинчен; хӑрах рессорлӑ ҫирӗп урапа тата ҫуралнӑранпа вунҫичче ҫитнӗ ҫамрӑк та хӳхӗм чӑпар лаша пурри ҫинчен; Лондонран нумай пулмасть илсе ҫитернӗ ҫарӑк вӑррипе редиска вӑрри сутни ҫинчен; дача тата унпа пӗрле пахча, икӗ лаша тӑратмалӑх вите, чӑрӑш сачӗ ӳстермелли вырӑн сутлӑх пурри ҫинчен пӗлтереҫҫӗ; кунтах пӗри кивӗ подошвӑсем илес текенсене хӑй патне кашни кунах сакӑр сехетрен пуҫласа виҫӗ сехете ҫитиччен пыма чӗнет. Лерелле ав курӑк пусса илнӗ. — Эпӗ ывӑннӑ хыҫҫӑн канма ларнине курмасть-им вара вӑл? Кама качча парас тетӗп, ҫавна паратӑп; ӑнсӑртран тӗл пулакана мар вара, мӗншӗн тесен вӑл апла-капла мар, хуҫа хӗрӗ. — Ҫулпуҫӗ кам пулать-ха, гражданин Робеспьер? Тымар айне кӗрсе ларнӑ та, шӑтӑкри пекех — ни унталла, ни кунталла… Ӑна курас мар тесен, куҫсӑр пулса ларас пулать. Хӗрарӑм саламланине хирӗҫ мӑйне аран пӑрса илсе, вӑл чӳрече патнелле иртсе ларчӗ, йывӑррӑн сывласа, салхуллӑн ыйтрӗ: — Мӗнле-ха эсӗ капла, Ольга? Ирина клиникӑран рентген ӳкерчӗкӗсемпе пӗтӗм анализсене те илсе пынӑ-мӗн. — Вӑл ҫук ҫӗрте ҫеҫ мар, — вӑл ӗмӗрне пырса кӗмен ҫӗрте шыранӑ! — хушса хучӗ Паганель. Матра полицейскипе Давид Матье доктор показанийӗсем пӗр пек мар, пӗр-пӗрине хирӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарса хӑтланнӑ пулсан, судья шанчӑксӑр ҫул ҫине тухса тӑнӑ пулӗччӗ, иккӗленме тытӑннӑ пулӗччӗ. Пырса кӗрекене кашниех хӑй юратнӑ ӗҫмелли япалине ыйтса, тӳрех стойка патнелле утнӑ, унтан вара хӑйӗн компанийӗ патне пырса пӗрлешнӗ. Ҫав калаҫӑва Нина Капитоновна илтнӗ. Экспедици вара… Малти пӳлӗме кӗрсен, Майданников арӑмӗ шӑппӑн сывлӑх сунчӗ. Давыдов куҫӗ умне пулас мар тесе, Нагульнов яра куна утӑ ҫулнӑ ҫӗрте пулать, хутора каҫпа ҫеҫ таврӑнать. «Пичӗ унӑн, маска евӗр, ним витмелле мар пулса тӑчӗ», — шухӑшларӗ Ромашов яланхи йӑлипе хӑй пирки. Ҫав сӑмаха каличчен малтан окопсенче виҫӗ ҫул ларса курас пулать! Вӑрҫӑра пулса курас пулать, пыйтӑсене тӑрантса пӑхмалла, унтан вара митинг ҫинчен те калаҫма юрать, — тесе хӗрарӑмсене ӑса кӗртме хӑтланса пӑхрӗ Разметнов. — Атя пӗрле Румыние кайӑпӑр. Ну, пачӗҫ те вара вӗсем ӑна, памаллипех пачӗҫ!.. Алӑк яриех уҫӑлчӗ, пӳлӗме ҫӑмӑл пурҫӑн платье тӑхӑннӑ, шап-шурӑ шурса кайнӑ Елена кӗрсе, харсӑррӑн, хаваслӑн кӑшкӑрса, унӑн кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ. Эпир сана икӗ кун ытла кӗтетпӗр ӗнтӗ… Унсӑрӑн — мӗскер эп? — Апла пулсан, ыран курӑпӑр, — терӗ пичче ассӑн сывласа. — Лӑпкӑскер-и? Киш апат туса ларнӑ, килнӗ хӑнасене кашнин ҫулне кура йӗркелӗн вырнаҫтара-вырнаҫтара лартнӑ. Леш енчи ҫыран хӗрринче буксирнӑй пароход хӑй урапин ҫунаттисемпе шыва йывӑррӑн ҫатлаттарса пырать, мачтӑсем ҫинчи виҫӗ ҫутӑ тӗттӗмре ҫӑлтӑрсене тӗкӗнсе шуса пыраҫҫӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсене хупласа лартаҫҫӗ. — Эсир, ӗмпӗчи, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха. «Мансӑр пуҫнех ӗҫлеме пултарӗҫ, эпӗ малашне алӑсене лашт ярса ларма пултараймастӑп. Кунта ҫӗршыв пыра-киле пушӑ хир евӗрлӗ пула пуҫларӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене Европӑна кӳме ҫул-йӗр пит вӑрӑм та йывӑр пулнӑ; Хӗвелтухӑҫӗнчен ҫак таварсене тиесе кӳрекен купцасем тӑвӑлпа вӑйлӑ ҫавраҫил инкекне лекме пултарнӑ, вӗсене тӗрлӗрен вӑрӑ-хурахсемпе пиратсем ҫаратнӑ, вӗлернӗ, тата вӗсем хӑйсем иртсе ҫӳрекен ют ҫӗршывсенче шутсӑр нумай куланай тӳле-тӳле хӑварнӑ. Вӑл мӗнле итленине асӑрханӑ-и эсӗ? — Илемлӗ, салху. Вӗсен хыҫҫӑн, хура-хӑмӑр пӗлӗтсем ҫийӗн, тискер вӗҫен кайӑксем ишеҫҫӗ. Халӑх юрри. — Анчах тӑван ҫӗршыв пӗрре вӗт-ха пирӗн! — терӗ сержант. — Тӗнче пӗтнӗ пек, урӑх ним тумалли те юлман пек. Марья Николаевна хӑй лашине хӑвӑртрах хӑвалама пуҫларӗ. Санин та унран юлмарӗ. Тырнов халь пӗчӗк хула, ӗлӗк вӑл, Болгари никама пӑхӑнса тӑман королевство пулнӑ вӑхӑтра, Болгарин тӗп хули шутланнӑ. Тултан, алӑк витӗр, Варьӑн кӑштах хӑйӑлтатакан лӑпкӑ сасси илтӗнет. Чиперкке хӗр хӑйӗн утиялӗ айӗнче ҫӗрӗпех сылтӑм аякӗ ҫинчен сулахайӗ ҫине, сулахайӗ ҫинчен сылтӑмми ҫине ҫаврӑнкаласа выртрӗ, — ниепле те ҫывӑрса каяймарӗ. Хлебникова укҫа килтен килмест, ирӗклӗ ӗҫе вара ӑна вӑйсӑр пулнӑран илмеҫҫӗ. Кирила Петрович ҫавӑнтах хӑйӗн учителӗ — француз ҫинчен повесть каласа пама тытӑнчӗ. «III Ричардран» III Ричард. Унӑн хӑйӗн юлташӗсене хӑвӑртрах тинӗс хӗрринелле васкакан юхӑмпа илсе каяс килчӗ. Киле вӗсем лашипе иккӗшӗ те аманса таврӑннӑ, Грэнджерфордсенчен — пӗри вилет, тепри аманса таврӑнать те тепӗр куннех вилсе каять. — Улпутӑмсем! — терӗ вӑл. — Мӗнле сирӗн шухӑшпа, Грант капитана австралиецсен тыткӑнӗнче мӗскер кӗтет? Акӑ ӗнтӗ утиялне те сирсе пӑрахрӗ, ухмах пек ура ҫине сиксе тӑчӗ те пуҫларӗ мана хӑвалама. Ултӑ пин вандеец хулара, ялти пекех, ним тиркесе тӑмасӑр, ярмаркӑна килнӗ ҫынсем евӗрлӗ вырнаҫнӑ, вӗсене фуражирсем, ҫӗр каҫма уйӑрса панӑ ҫурт-йӗрсем те кирлӗ пулман; урамрах апат пӗҫернӗ, ӑҫта кирлӗ унта ҫывӑрма выртнӑ, пӑшалӗсене хурса, четки шӑрҫисем суйлама чиркӳсене кӗрсе ларнӑ. — Епле! Пур енче те шыв, симӗсрех пӑруснасемпе кӑпӑклӑ йӑрансем, ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв тӳремлӗхӗ ҫинче вара карап пӗр пӗччен, аташса кайнӑ кайӑк пек туйӑнать. — Ан ҫыпҫӑн, тарӑхтармӑш, телейсӗр чӑлах! — мӑкӑртатать амӑшӗ, куҫне темле канҫӗрӗн мӑчлаттарса; унӑн монголсен пек хӗсӗк куҫӗсем темле тӗлӗнмелле ҫутӑ, вӗсем пӗртте вылямаҫҫӗ, темрен ҫакланса ларнӑ та, ӗмӗрлӗхех чарӑнса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Ӑна вӑл аллисенчи хӑй тунӑ алсиш пеккисене хучӗ, малтан банкӑна, унтан шлемне те ҫырлапа тултарса вӗсене хӑюпа пилӗкри чӗн пиҫиххирен ҫакса ячӗ, вара, хӑйне пусса илнӗ йывӑр ыйхӑпа кӗрешсе, малалла шуса кайрӗ… Ӑҫтан кӑна тупӑннӑ ҫав ирсӗрсем? Ытла аван каҫа йӑлт пӑсса хучӗҫ, вилес пек хӑратрӗҫ. — Э-э! — кӑшт кӑмӑлсӑртарах пулса, сӑмаха тӑсса каларӗ полковникӗ. — Пӗри — кунта, тепри — ак ҫакӑнта. — Унӑн ҫавӑн пек объездчиксем пӗр ҫӗр ҫын та, тен, ытларах та пулӗ. Камсем эсир? Э, эсӗ ҫыру пӗлместӗн-ҫке! Спасибо старик-учителе мана вулама вӗрентнӗшӗн. Унӑн сухалӗпе ҫӳҫӗ вӑрӑмрах пулнӑ пулсан, вӑл Петр апостол пек пулмаллаччӗ. Ухмаха ертӗм, ухмаха ертӗм! — Шотландире ырӑ марри вара кунта та лайӑх мар, — терӗ ҫине тӑрсах Вильсон. Анчах ман ун ҫинчен сире, тен, каламалла та пулман? — Епле тӗлӗнмелле чипер коляска! — хушса хучӗ вӑл: — ӗнтӗ мӗнле те пулин чиновник Тифлиса следствине каять пуль. Эпӗ калӑп». Алексей ҫак йӑлтӑртатакан кулӑшла хӗр Акулина иккенне палласа илме те пултарайман. — Ну, юрӗ, кала. Граждан влаҫӗ — революциллӗ комитет аллинче. — Эс нимӗн те шухӑшламан — ӗмкӗч-ха эсӗ! — Ан! Ун ҫийӗпе чарлансем кӑшкӑра-кӑшкӑра явӑнчӗҫ, хӑш чухне питӗ ҫывӑхран, ҫуначӗсемпе Ромашова кӑшт ҫеҫ перӗнеймесӗр, ҫавӑнпа вӑл вӗсен вӑйлӑ вӗҫевӗн хумне туйсах тӑчӗ. Вӗсен кунта, ӑҫта-тӑр, хӑмӑш чӑтлӑхӗнче, йӑвисем пур пулас. Ним хускалми сарса пӑрахнӑ анлӑ, пуклак вӗҫлӗ ҫуначӗсем ӑна тӳпере ҫӳлте-ҫӳлте ҫӑмӑл кӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ, хирӗҫ вӗрекен ҫил, ӑмӑрт кайӑкӑн тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура тӗкне антӑхса ҫула-ҫула, унӑн ҫӑмламас патвар кӗлетки ҫумне ҫӑт вырттарать. Унӑн ырхан сӑн-пичӗ, йӑл кулнӑран ӗнтӗ, сасартӑк ҫуталса кайрӗ. Ҫамрӑк офицер ун ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхса илсе чӗмсӗрленчӗ те каллех чейпе чӑрманма тытӑнчӗ. Соломон кулса илчӗ те тухрӗ. — Вӑт, куратӑн-и, мӗнле халӑх! Ҫуса ярӑп сана, шӑммусене ислетӗп. Вӑл ҫавӑн пек хытӑ тӑнине пурте ӑнланаҫҫӗ, ӑна хисеплӗ вырӑна хураҫҫӗ. Ыйтӑр унтан кунта кӗме, — ответлерӗ сквайр. Анна Сергеевна хӑвӑрттӑн пӳлӗм урлӑ утса каҫрӗ те, Базаров выртакан диван ҫумӗнчи кресло ҫине ларчӗ. Пур ҫӗрте те ҫутӑ ҫутса янӑ. — Атя крыльца ҫине — калаҫӑпӑр. Вӑл каллех, чӑн-чӑн художник пулса, хӑйне хӑй намӑслантарнинче усӑ пуррине чухласа илнине ӗненӗн. Сана, тусӑм, ботаникӑпа аппаланма сӗнетӗп: ку ӗҫ ху шухӑшласа кӑларма пултарассинчен чи лайӑххи; вӑл вӗренӳ тӗлӗшӗнчен те усӑ парать. Вӑл йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ те пуҫӗпе сулкаласа хушса хучӗ: — Путсӗр манан сӑн! Ҫавӑнпа та пирӗн шыравсем вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнче те, ҫавӑн пекех хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче те пулмалла. Унӑн пур пек пурлӑхӗ ют алла лекме пултарнӑ, вара унӑн кӗлӗҫе юлас пулать. Тем пулсан та ку манпа калаҫма кирлех тесе, вӑл ҫынсене питрен тинкерсе пӑхнӑ, ҫакӑ яланах савӑнӑҫлӑ кулӑ патне илсе пынӑ. Вӑл «виллиссене» питӗ кӑмӑлланӑ, мӗншӗн тесен ун ҫинче вӑл курӑнса ҫӳрет тата пуҫне мӑнкӑмӑллӑн енчен енне сулнине ҫынсем асӑрхама пултараҫҫӗ, — ҫакӑн пирки те халӑх хушшинче тӗрлӗрен калаҫнӑ. Ну, — ку вара шут мар! Ӑна тӑп тӑратасси хӗнтерех пулчӗ, хуҫи вилли патне илсе пырсан, вӑл пушшех вырӑнта тӑми пулчӗ. Кӑштах тӑчӗ, юр ӑшӗнчен тепӗр урине туртса кӑларчӗ те иккӗмӗш утӑм турӗ. (Унӑн куҫхаршисем илемлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсене кӑтартма юратнӑ). Кичем унпала, хӑямат илменскер! Мӗнле тӑхӑнас-ха ман ӑна каялла? Хуть те ӳксе вил, анчах монтёра тупса, электростанцине ӗҫе яр, — терӗ. — Сержант юлташ… — шӑппӑн каларӗ вӑл, хӗр ҫине чӗререн тав тӑвакан кӑмӑлпа пӑхса. Вӑл тата ҫакна та ӑнланса илнӗ: никам та мар, Морис-мустангер каҫса килнӗ иккен. Тин ҫеҫ ҫын ҫӳреме пуҫланӑ Франкфурт урамӗсем таса та кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ; пӳртсен чӳречисем тӗкӗр пек йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; карета хуларан тухсан, ҫӳлтен, уҫӑлса ҫитмен сенкер тӳперен, тӑрисен уҫӑ саслӑн шӑрантаракан юррисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Ӳкерчӗкӗсем хитре, анчах вӗсем мана темшӗн ытлах килӗшмерӗҫ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра хутран-ситрен кулянмалли те пулкалать, ҫавӑн пек чух вӗсем ҫине пӑхатӑн та, чун пушшех хурланса каять. Пӗҫерме пӗлекен ватӑ Нэп ун вырӑнне апат пӗҫерӗ. — Хушмастӑр-и, сударыня; эпӗ сире хӑвӑр каретӑна шыраса тупса парӑп? — ҫаврӑнчӗ ҫамрӑк офицер Марья Николаевна еннелле, чӗтрекен сассипе хӑй урса кайнине кӑшт палӑртса. — Ҫакӑн ҫинчен, тархасшӑн, ан калаҫӑр, — шӑппӑн ыйтнӑ Фома. Тӑваттӑмӗш шкулти пӗрремӗш ҫын ӗнтӗ — Николай Антоныч — пирӗн заведующиччӗ. Вӑл пӗчӗк чӑмӑрне уҫрӗ. Мускав мӗнле пысӑк! Апла пулсан, сӑмах патӑр, пулать? — Мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ мана сирӗн тухтӑрӑр. Лайӑх командирӑн цепьре пымалла мар, унӑн ӑслӑн команда парса тӑмалла, ертсе пымалла, акӑ мӗн калам эпӗ сана! — Пӑрах тархасшӑн хӑвӑн тӗслӗхӳсене! Вӑл нимӗн тума аптраса хӗрача ҫине пӑхать, аллисемпе пичӗ ҫинчи пылчӑка сӑтӑрать, анчах та, тасалас вырӑнне, питне ытларах вараласа ҫеҫ пырать. Хӗрарӑм, ҫӗрелле пӑхса, хулпуҫҫийӗсене вылянтарса илчӗ: — Эпӗ тӑхӑнман… — терӗ те вӑл, ҫаплах уҫӑла-уҫӑла каякан халатне тӳрлете-тӳрлете, ҫавӑнтах килхушши варринелле васкаса утрӗ. Пӗр сехет каятӑн, тепӗр сехет каятӑн… Ирпеле кухарка, чирлӗ те хаяр хӗрарӑм, мана Сашӑран пӗр сехет малтантарах тӑрататчӗ; эпӗ хуҫасен, приказчикӗн, Сашӑн атӑ-пушмакӗсене, тумтирӗсене тасатса хураттӑм, сӑмавар лартаттӑм, пур кӑмакасем валли те вутӑ илсе кӗреттӗм, апат илсе ҫӳремелли савӑтсене тасататтӑм. Тӗрӗссипе илсен, эсир пилӗк ехуне алла ехуне тӑранма ҫителӗклӗ чухлӗ апат паратӑр пулсан, вӗсем вара лӑпкӑн ҫиме пуҫлас вырӑнне пӗр-пӗринпе тӳпелешме тытӑнаҫҫӗ. Марьяна каллех хӑйӗн ҫутӑ, телейлӗ куллипе кулса ячӗ. — Пӗлместӗп, — терӗ хӗрарӑм. Эпӗ тӑхӑр ҫулта… Вӑл ҫав тери курайман тата йӗрӗннӗ, ҫавӑнпа та уншӑн кунта нимӗнле кӑмӑл та пулман. Каҫӗ вара, ӗмӗрнех шухӑшлӑскер, кӑн-кӑвак тӳпене ыталаса илнӗ, ҫавӑнпа та таврара мӗн пурри уҫҫӑн курӑнмасть, пурте таҫта инҫетре пек. Вӑл ҫамрӑк красноармееца асӑрхарӗ те:— Миҫе ҫулта эсир, юлташ? — тесе ыйтрӗ. Ҫакна вӑл, леш курса тӑнӑ хӗрарӑмах пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав тери хаяр курайманлӑхпа, пит татӑклӑ, ӗнентерӳллӗ шанӑҫлӑхпа каланӑ-мӗн те, пӗтӗм эшкер самантлӑха темле анӑраса кайнӑ пек пулнӑ, анчах самантлӑха ҫеҫ, мӗншӗн тесен ятлаҫу ҫавӑнтах ҫӗнӗрен, ҫӗнӗ вӑйпала ахӑрса ҫӗкленнӗ. О-о! Пӗр чемоданӗ ниепле те хупӑнмастчӗ, вӑл ун хуплашкине уҫрӗ те шалта мӗн пуррине кровать ҫине силлесе пушатрӗ. Эпӗ сиртен йӗрӗнме ҫеҫ пултаратӑп. Стена ҫинче тӑхӑнса киветнӗ икӗ хӗрарӑм кӗли, улӑм шлепке, юбкӑсемпе арҫын кӗпи-тумтирӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пичче патӗнче калаҫни класс пӳлӗмне илтӗнет. Сӑмахран, акӑ, ҫын пӳрнине ыраттарнӑ тейӗпӗр, ун хыҫҫӑн вӑл пӑсӑк апат ҫинипе аптраса ӳкет, кун хыҫҫӑн ҫӑла анса кайса мӑйне хуҫать, вара кам та пулин мӗнле вилнӗ тесе ыйтсан, пӗр-пӗр тӑмпуҫ: «Пӳрнине ыраттарнипе вилнӗ», — теме пултарать. — Вӑл пӗрре ман ҫине куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. Ан тив, арман чулӗ витӗр тухсан ҫӑнӑх пулать. Тен, ыран ку вӑхӑта таврӑнӗ-и. Унӑн пичӗ хӗп-хӗрлех, куҫӗсем ҫунса тӑраҫҫӗ… Иртсе кайнӑ кун тӗксӗм, ӑнланмалла мар пулчӗ, вӑл шикленмелле япаласем ҫинчен систерчӗ, анчах амӑшне ун ҫинчен шухӑшлама йывӑр пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, аван мар шухӑшсене хӑйӗнчен аяккалла сирсе ярса, Павел ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. — Ку широта ҫинче дикарьсем пурӑнмаҫҫӗ. Пире хирӗҫ пулсассӑн та, вӗсем Ҫӗнӗ Зеландири юнӗҫенсем мар. Петроградски еннелле каякан майор та мана васкатмастчӗ, ҫинчен тата манӑн хутаҫӑм та йывӑрччӗ — Катя валли продуктӑсем хампа пӗрлех илсе пыраттӑм. Каймалли те тепӗр хӗрӗх мильрен ытла юлман, ҫуран утса ывӑннӑ ҫын хуть хӑш вӑхӑтра та пӗрер сехет Таукӑн йӗнерӗ ҫинче канма пултарать. Артём сасӑсӑр йӗрекен Тоня енне куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те ассӑн сывласа ячӗ: — Е эпӗ пач ухмах, е вӗсен пуҫӗсем тӗрӗс-тӗкел мар. Ку тӗлӗнмелле. Ун тӗлӗнсе каланӑ темиҫе сӑмахӗнчен Уэлдон миссис вӑл аптраса ӳкнине туйрӗ. Хӑрах ураллӑ инвалид — хуҫа марри, вӑл, Воропаев, хӑй ҫуртӗнче пурӑнма пултараяс ҫукки уншӑн тӳрех паллӑ пулчӗ. — Ах, Динго, Динго! — терӗ вӑл. — Ҫапла ӑсатаҫҫӗ-и-ха туссене сунара? Таткаланчӑк, кӗске сӑмахсен шухӑшне вӑл пуҫпа ҫавӑрса илме тахҫанах пӑрахнӑ, халь вӑл, ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем пирки нимӗн те шухӑшласа тӑмасӑрах, хӑлхипе итлет те аллипе хут ҫине ҫырса хурать. — Ҫапла, ҫапла! Иккӗмӗш черкке пушшине курса, вӑл:— Эсир хӑвӑр тата? — тесе ыйтрӗ. Пултарӑн-и? Ним тума аптранипе Демкӑн куҫӗсем хӑнчӑррӑн пӑхкалаҫҫӗ, аллисем чунтан тархасланӑн кӑкри ҫумне лӑпчӑнаҫҫӗ, Марина пур — йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, ӑшша пиҫнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ. — Чышкӑпа чӑнлӑха вӗлереймӗн! — кӑшкӑрчӗ Рыбин, ун ҫинелле пырса. Анюта ӑна ӑсатма кайрӗ. Вӑл Алексей ҫине ҫилӗллӗ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах паркалла танкӑлтатса кайрӗ. Вара авлантӑм. Самаях сивӗ сывлӑша сӑмси шӑтӑкӗсемпе туртать. Вӑл пит пӗчӗкҫӗ прери пек туйӑнать. Ҫакнашкаллине этемлӗх историйӗнче пурӗ те пӗр тӗслӗх ҫех пӗлетӗп эпӗ. Манахлӑх ку. Тухтӑр-и унта, судья-и, инженер-и… Ку вӑл пӗр енӗ ҫеҫ. Ҫавра сӗтел патне таврӑнтӑм та кӑвак мулкач ӳкерсе хутӑм; унтан кӑвак мулкачран тӗм тумалла пек туйӑнчӗ. Сарлака питлӗ хӗрарӑм тӗл пулчӗ, вӑл пӗр ҫӗклем атлас пек йӑлкӑшакан кӑчкӑ хулли ҫӗкленӗ — ҫуркунне килет, часах Мункун ҫитет! Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллелӗ ҫитес тесен, вӗсен бухта тӑрӑх каймалла пулчӗ, ҫавӑнта Том Аустин вӗсемпе тӗл пулмалла. Хутран-ситрен пысӑк уявсенче: ҫуралнӑ кун, ят хунӑ кун е тата суйлав кунне авалхи помещиксен поварӗсем вӑрӑм сӑмсаллӑ кайӑксенчен ҫимӗҫ хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ. — Мана пӗр ҫуртра пытарса усрарӗҫ. Ӑна ҫак ӗҫре пулӑшакансем ҫирӗм йытӑ, вӑтӑр ҫын пур; вӗсенчен туземецсем пилӗк ҫын, вӗсем кӗтӳрен юлнӑ выльӑхсене шыраса тупма юриех кӗрӗшнӗ пулнӑ. Йӗрсем тӑрӑх Зеб Стумп хӑй такан йӗрӗ тупнӑ ҫӗрте нумай тӑман. Соломон пӑхнине хӑй куҫне тартмасӑр чӑтса ирттерме пултаракан пӗр этем пулман пӗтӗм тӗнчипе те. Мӗншӗн-ха приговора ӗҫе кӗртмеҫҫӗ? Хӑш-пӗр ятсем телей кӳреҫҫӗ, теприсем — инкек. Архиерей, губернатор тата хулари чаплӑ ҫынсемпе администраци представителӗсем, акӑш-макаш тумланса янӑ дамӑсемпе пӗрле пӗр пысӑк ушкӑн пулса, кирпӗчпе известь хатӗрлекен икӗ каменщик тӑрӑшнине пӑхса тӑнӑ. Ҫук, унтан малтанхи кунне. Вӑл базальтлӑ сӑрт тӑрринче тӑп-тӑваткал ещӗк пек ларать, унӑн кашни енӗ вуникшер фут пулать. Эпӗ ним те кураймастӑп, вӑл хӑйӗн сарлака кӗлеткипе пурне те манран пытарса тӑрать. — Ешӗл, вӑл ҫухалнӑранпа эпир ҫӗре ҫитсе чарӑниччен икӗ минут анчах иртнӗ тесен, ҫапла вара пирӗн айлӑмран пуҫласа сӑртсем ҫинче икӗ пин фут ҫӳллӗшне ҫитиччен ӑна шыраса ҫӳремелле пулать. Халех ҫак участока тӑваткалсем ҫине пайлӑр, вара шырама пикенӗпӗр. Гусар ӑна килсе пӑхнӑшӑн ҫирӗм пилӗк тенкӗ тыттарнӑ та хӑйпе пӗрле апат ҫиме чӗннӗ; лекӗр килӗшнӗ; вара иккӗшӗ те апат аванах ҫинӗ, пӗр бутылка эрех ӗҫнӗ, кун хыҫҫӑн вара пӗр-пӗринпе питӗ кӑмӑллӑн пулса уйӑрӑлнӑ. Каялла, юханшыв тӗпне кай, ӑҫтан килтӗн, ҫавӑнтах кай, ватӑ Джима ан тив, вӑл санпа яланах туслӑччӗ… Асар та писер! — Пире-и? Мӗн те пулсан пурах кунта. Койотсем юн шӑршине сиснӗ; ҫав шӑршӑ вӗсене илӗртнӗ. Ну, ӑҫта каятӑр-ха? Е пирӗншӗн нимӗнле тӗрӗслӗх те ҫук вара?.. — Ҫаплах-и вара? Кӗрлевлӗ те пӑлхавлӑ малтанхи хум ҫав шӑтӑк витӗр тапса кӗме ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫамрӑкӑн халичченхи пӗр тикӗс чун хавалӗ тӳссе тӑраймарӗ, тайӑлса-сулӑнса кайрӗ. Кирек мӗнле пулсан та, никам та ҫавӑн ҫинчен хытах шухӑшласа пӑхман. — Юрӗ, — терӗм эпӗ. — Касса парӑп. Анчах сирӗн вырӑнта пулсан… хам ҫав тери начарланса ҫитнине туйсан, эпӗ вилес умӗн ӳкӗннӗ пулӑттӑм. — Атя, мучи, хӗртсе ярӑпӑр ӑна! — паттӑрланса сӗнчӗ Сергей. Аэлита ун ҫинелле куҫӗсене тӗлӗнӳпе ҫӗклерӗ. Темле япала самолет ҫумӗнченех юхса иртрӗ. Сылтӑмри флигелӗ пушахчӗ, унта вӑхӑтлӑха пурӑнма яратчӗҫ. Хӗрарӑмсенчен те пулин имен!» — «Ҫук, юрамасть». Чӑннипех никам та: мӗнле те пулин туземец хӑйсем патне ҫывхарсан, Динго хавха ҫӗкленӗ пулӗччӗ. — Иртсе каять! — хавхалантарчӗ ӑна Озеров. — Мана кичемлӗх пусса илчӗ, — терӗ вӑл: — анчах эсир ун ҫине пӑхса ан тӑрӑр, пӑртак вӑхӑт иртсенех каллех килӗр. Княҫӑн ятлӑ ҫынсем хушшинче кӑна пулма ҫуралнӑн туйӑнакан хӗрӗ те именсе кайрӗ, ман ҫине ӳпкелесе пӑхса илчӗ. Эпӗ йӑл-йӑл кулса тӑтӑм. Комендатура алӑкӗсем умӗнче тротуарсем ҫинче наци колоннисен знаменосцӗсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Салатасса хӑйсенчен ыйтса пӗлӗ тӑрӑх салатса панӑ. Клеймор корвет путрӗ, анчах унӑн раскалӗ чапа тухаймарӗ: тӑван ҫӗршыва хирӗҫ ҫапӑҫса паттӑр пулаймастӑн. Мана ҫак сул ҫине ӑшӑмри шухӑш илсе пынӑ пекех туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ часах Гамбургалла хӑвӑрт та паттӑрӑн утса тавӑрӑнакан юратнӑ хӗрӗме Гретхена курах кайрӑм. Целуйко ӗнтӗ, сайрарах пулин те, ҫаплах-ха вӗрипе аташать, ниепле те лӑпкӑ выртаймасть, пӗрехмай, алӑ айне мӗн лекет пурне те сылтӑм аллипе яра-яра тытать, — унӑн ҫак тӗнчере пӗр-пӗр тӗреклӗ япаларан ярса тытас килет пулмалла. Вӑл тӗксӗм шалпар плащ, тӑхӑнса янӑ, ӑна мал енчен тӳмелесе лартнӑ, хыҫал енчен вӑл сарлака хутламсем пулса, усӑнса тӑнӑ. Вӑл манан анне айӑпне манма пултарайман, ҫавӑнпа мана юратмастчӗ. Ҫухалнӑ ҫын Морис-мустангерпа пӗрле е ун хыҫҫӑн кайнӑ пулсан, эппин вара мустангер хӑш ҫулпа каймалла пулнӑ, ӑна та ҫав ҫул ҫинчех шырас пулать. — Сирӗн тусусем те ҫук-и, сирӗн вӗсене юлашки хут «каҫарӑр» тес килмест-и?.. Эсӗ те пӗлместӗн. — Паллах ӗнтӗ, эпӗ ун пек тумӑп. Вӑл аллисемпе сулкаланисенче, унӑн уттинче темскер тӗрӗс марри, юри туни палӑрать. Озеровпа Яхно тӗл пулни пурин чун-хавалне те ҫӗклерӗ. Паллӑ тунӑ пуля Экспедици уҫланкӑ тӑрӑх мар, чӑтлӑх витӗр кайнӑ. Вара ал лаппи ҫинче тӗркелесе тытнӑ, нумайранпа ҫуман, вараланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ чӗнтӗрлӗ сӑмса тутри тӑсса пачӗ. Кашни кустӑрма ҫумнех айӑпланӑ ҫынсен аллисемпе урисене ҫыхса хунӑ та, кашни кустӑрмине урӑх еннелле ҫавӑрса, ҫынна варринчен ҫурса вӗлернӗ. Пулма та пултарать. — Ах, Наум, Наум! — хашлатса ячӗ Мойсей Мойсеич та, ун шуранка пичӗ вара кӑрт-кӑрт туртӑнкалама тытӑнчӗ. Вӑл тӗлӗрсе кӑна выртать. Манӑн астутармаллисем ҫаксем кӑна пулаҫҫӗ. — Кӑмӑллӑ мар-и, — йӗкӗлтесе каларӗ манах. Вӑл айккинелле, эпир калаҫнине илтмелле мар таранччен кайса, тунката ҫине ларчӗ те, шӑхӑрма пуҫларӗ. Вӑл пӗрре ман ҫине, тепре доктор ҫине, тепре лӑпланман пиратсем ҫине, хӑйӑр ҫинче сарӑлса выртса вут чӗртекенскерсене, тепре вӗсем ирхи апат тума сысна ашӗ тата ҫӑкӑр илсе тухакан ҫурт ҫине пӑхса, пӗр енчен тепӗр еннелле ҫаврӑнкаласа ларать. — Иккӗмӗш карчӑк вилчӗ, Хаким пытарма кайрӗ. Александрия библиотекинче пӗтӗм тӗнчери ученӑйсен ӗҫӗсене пухнӑ пулнӑ. Унта медицина, истори, географи, астрономи, математика тата ытти пӗлӳлӗхпе ӑслӑлӑх ӗҫ ҫырӑвӗсем пулнӑ. Паганелӗн чӑнласах та кӳренмелле пулса тӑчӗ, мӗншӗн тесен вӑл пӗр туи те тытса, ун пӗсехи ҫинчи суран ҫӗввисене кӑтартса майор умӗнче чӑна тухаймарӗ. — Юрать, Даша инке. Эпӗ ҫавӑн ҫинчен калаҫасшӑнччӗ те санпа. Вӑл унӑн ҫӗрӗ вӗт. Ҫар ҫыннисен ушкӑнӗ пит хӗрӳ канашлать. — Итлӗр-ха, Трилли, арҫын пек пулӑр ӗнтӗ, — кӗрлесе ячӗ куҫлӑхлӑ господин. «Лайӑх пурнӑҫ туса паратпӑр вӗсене, факт! Ҫӳлӗк ҫинчен пӑхӑр кастрюля илсе, эпӗ ӑна тытса, уйӑх ҫутине кӗнеке ҫинелле ӳкерсе пӑхрӑм — татах та начартарах, тӗттӗмрех пулса тӑчӗ. — Чимӗр-ха, — терӗ Паганель, пӑртак шухӑшласа тӑрсан, — «Дункан» уҫӑлса ҫӳремелли судно пулас-ха? Ӑна король ҫуртне илсе пыма чӗнеҫҫӗ. Нимӗҫсем Плавни ял ҫыннисенне нимӗн те хӑварман: нумай ҫулсем хушши ӗҫлесе тунӑ япалисенчен кил-ҫурт та, пурлӑх та, выльӑх-чӗрлӗх те, ҫи-пуҫ таврашӗ те нимӗн те юлман вӗсен; нимӗҫсем килсе тупасран шикленсе, вӗсем халӗ вӑрмантах пурӑннӑ, выҫӑхнӑ та, темле асап та тӳснӗ вӗсем, ҫапах та 30-мӗш ҫулта тунӑ колхозӗ саланман. — Пыратӑн-и мана? — Намӑс! — тесе хучӗ прокурор хыттӑн. Пурнӑҫа кӗрейми ӗмӗт, пушӑ сӑмахсем, пӗтӗмпех ӑссӑр япала. — Куратӑн-и мӗнле, э? Валя чавси ҫине тӗренсе, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Кунтах аллисене ача тытнӑ, пиҫиххийӗсем ҫумне шӑвӑҫ фляжка ҫакса янӑ хӗрарӑмсем те курӑнаҫҫӗ; темле ҫамрӑк йӗкӗтсем, тӑтӑшах сулкаланса та такӑна-такӑна, палуба тӑрӑх уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Н-да! Эпӗ вӑл калаҫнине пӗр чӗнмесӗр итлесе лартӑм. — Эсӗ ытла та ывӑннӑ пек туйӑнатӑн, carino, — терӗ вӑл. Пӳрнисене шӑтарса пӗтернӗ Гро-Ален та йӗплӗ турат ҫине пӑхса тутине мӑкӑртрӗ. Унтан:— Вӑл чӗрӗ тата усал, — тесе хушса хучӗ. Ҫак плана йышӑнса тата ӑна пур енчен те сӳтсе явса, таркӑнсем туземецсем мӗн хӑтланнине асӑрхама пуҫларӗҫ. Тусӗсем тата хӑйне пӗлекен ҫынсем нимӗн те ӑнланаймарӗҫ; анчах ҫынсем ҫын ӗҫӗпе пит нумаях интересленмеҫҫӗ, вара ют ҫӗршыва тухса кайнӑ чухне Санина чугун ҫул станцине ӑсатма пӗр француз-ҫӗвӗҫ ҫеҫ пычӗ — вӑл та пулин илсе пӗтермен укҫине илесси ҫине шанса кӑна. Аллине кӑларса хунӑ та утиял хӗррине пӳрнисемпе тӑрмалать. Ҫук, ачам, ахалех иртмӗ ку саншӑн. Мирон куҫлӑхне хывса ӑна тутӑрпа шӑлса тасатма тытӑнчӗ, тухтӑр татах хушса хучӗ: — Курӑр акӑ — хӗнесе тӑкаҫҫӗ! Хывнӑ тумтирне чӗркесе, Артур матрос хыҫӗнчен утрӗ. Вӗсем Ливорно ҫыннисем «Ҫӗнӗ Венеци» текен кукӑр-макӑр каналсем хушшипе тата тӗттӗм, тӑвӑр та таса мар урамсем тӑрӑх кайрӗҫ. Куҫӗсенче темле мӑшкӑларах кулни ҫутӑлса тӑрать. Шыв илсе килчӗҫ. Иртсе кайччӗр ҫеҫ, — ак ҫакна, пӑшал тытса пыраканнине ҫурӑмӗнчен пемелле, вара Федор ирӗкре. Американеца ӗненес пулсан, шӑпах ҫак кун, апрелӗн 18-мӗшӗнче, пӗчӗк ушкӑн каҫ енне ун картишне пырса кӗмелле. Хуҫипе арӑмӗ питӗ тараватлӑ, турилккисем ҫине пӑхсан, ҫӑвартан сӗлеке юхать, ҫавӑнпа та хӑна пулма сӗннине ирӗксӗрех хапӑл тӑвас пулать. Вӑл хӑйне ҫав тери именмесӗр хупӑрласа илнӗ ҫынсенчен хӑрамарӗ. Татӑк урасем ҫумне ҫыхса янӑ йывӑҫпа сӑран татӑкӗсем ҫак кӑткӑс ӗҫе чӗрӗ орган пекех тума пултарни кирлӗ пулнӑ. «Мӗн, батюшка, тупрӑр-и мӗн те пулин?» Салтаксем Кара-Тетепе арӑмӗн виллисене сарлака носилка ҫине куҫарчӗҫ. Маориецсен йӑлине пӑхӑнса вилесене вырттармарӗҫ, носилка ҫине куклентерсе ҫеҫ лартрӗҫ. Вилнӗ ҫынсен ӳчӗсем ҫӗрсе шӑммисем юлччӗр тесе, вӗсем вилӗсене ҫӗре чикеҫҫӗ. Сире, ҫамрӑксене, алара тытмалла, тата акӑ мӗнле!.. Олеся ман пата васкасах чупса пычӗ. — Эп вӗсене пусма хӑратӑп, — терӗ Назарка. Ку хутра вӑл Еленӑшӑн урӑх ҫын пек пулса тӑчӗ. — Хӑй вӑл мӗн тӑвӗ? — Ия, тальма-пальма, пурӑнӑҫӗ — шельма, — тетчӗ хуҫа. Чӗлӗмне туртса вӑл ҫапла каланӑ: — Пӗчӗк Синопӑна телей кӗтет. Пӗри те пулин ҫынах. Кольхаунпа дуэль тунӑранпа унӑн гостиницинчех юлнӑ Морис-мустангер ҫав каҫ таҫта тухса кайнӑ. Харкашусем мӗнрен пуҫланнине кайран пӗлме те ҫукчӗ, — хамӑн чӑн-чӑн лару-тӑру мӗнле пулнине манӑн ҫакӑнтанах курма май пулнӑ. Унӑн чӑтӑмсӑр пайӗсем турпас пек чӑл-пар саланаҫҫӗ, ун ҫинчи мӗнпур япаласем шыва путаҫҫӗ, йӑлтах ҫӗмрӗлеҫҫӗ, сывлӑш вилме тапратнӑ ҫынсем мӗскӗннӗн кӑшкӑрнипе янӑраса тӑрать. — Ара, халӑх пухӑвӗ ҫапла йышӑннӑччӗ-ҫке — колхозниксен те, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен те — вӑрлӑхлӑх тырра пӗр кӗлете хывмалла, тенӗччӗ. Вӑл час-часах чарӑнать, чулсем пухать те каялла тавӑрӑннӑ чухне кирлӗ ҫула ҫӑмӑллӑнах шыраса тупмашкӑн, тӗрлӗ майпа маяк пек паллӑсем купаласа пырать. Эсӗ тата, Давыдов юлташ?.. Ромашов ҫав вӑхӑтра айккинелле пӑрӑнса тӑнӑччӗ, илтет — Шаповаленко, сассине пусӑрӑнтарнӑ та, харӑлтатса чашкӑрать: — Чим акӑ, вӗренӳ хыҫҫӑн туту-ҫӑварна аванах якатса ярӑп эпӗ санӑнне! Пылчӑк та тасамарлӑх ӗрчетнӗ хӑвӑр ӗҫӗрпе! Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче ларать, сулахай аллине вӑл сӗтел ҫинелле хунӑ, чӑмӑрне лӑштӑрах уснӑ. Кунти казачкӑсенчен пӗрне пирӗн офицер качча илнӗ пек, ӑна улпут майри, Дмитрий Андреевич Оленин арӑмӗ туни татах та япӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. — Мӗнле, пачах ҫук-и? Ни ҫыру тавраш, нимӗн те пулман. Титок ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, Нагульнов, никам ҫине пӑхмасӑр, ҫапла каларӗ: — Ку ҫуртра колхоз правленине вырнаҫтарас. «Ӑс-тӑнлӑ ачасем вырсарникунсенче ҫакнашкал уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ», тесе Берсенева хӑлхаран пӑшӑлтатрӗ Шубин. Эсӗ тӳрех пирӗн хуҫа патне кай — вӑл ҫеҫ тума пултарать ку ӗҫе. Хӗрарӑмсем Корина евӗр, Ундина е Аспази пек пуласшӑн пулсан, вӑл пуринпе те хапӑлласах килӗшрӗ, тата хӑйӗнчен те тӗрлӗ япала ҫителӗклӗ таранах хушса хучӗ; пурте пӗлеҫҫӗ, ку вӑл нихӑҫан та пӑсмасть, ун пек тунӑ чухне, портрет хайсен сӑнӗ пек пулмасан та, художнике каҫараҫҫӗ. Ҫавах мар-и вӑл ҫын? — Ҫавах, — терӗ Джон Мангльс, — шӑп ҫавах Грант капитан. Ах, турӑҫӑм, сан мӑйӑху ҫинче те куршанак иккен. Шывне ӑшӑтма лартнӑ, тиечукпа пупӗ, ама йытӑ ҫуратса янӑскерсем, ӳсӗр пулнӑ. Э! акӑ тата: княжна юрату ҫинчен, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫма юратать пулас. — Мӗн суту туни унта, — кӑмӑлсӑр пулчӗ хӗрарӑм. Рамос хӑйӗнчен туртса илнӗ именисемшӗн хуйхӑрнӑ. Пӗтӗм ҫӗре те, хама та лайӑх тапкӑ парасси килсе каять, илемлӗ те чӗрӗ, тӳрӗ пурӑнӑҫ тӑвассишӗн пуҫласа янӑ сак пурӑнӑҫра пӗрне-пӗри юратса кайнӑ ҫынсем праҫникре ташланӑ пек пурте — эпӗ хам та — савӑнӑҫлӑ ҫавра ҫил пек ҫавӑрӑнма пуҫлаттӑмччӗ… — Ӑшчикре те аван мар, акӑ мӗнле! Анчах ҫынсене мӗншӗн ҫылӑха кӗртес-ха? — Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — ыйтрӗ вӑл унран. Ҫаплах пулать ку, ҫаплах пулать. Неушлӗ вӑл ӑнсӑртран ӑна та ҫапса антарнӑ пулать? — Эпӗ ҫак ҫырусем мӗне пӗлтернине шыраса тупатӑпах, унсӑрӑн… — терӗ те хӑвӑрттӑн аллисемпе сулчӗ. Хӑвӑртлӑх улшӑнӑвӗ халӗ ытлах тертлентермест. Анчах — шӑплӑх, ҫав тери асаплӑ шӑплӑх, — Гусев питне усса ӑна аллисемпе хупларӗ, унтан хӑлхисене пӑчӑртаса тытрӗ. — Кам выляса илчӗ? — тесе ыйтнӑ Ривэра. Вӑл ӑҫталла сиксе ӳкессе, ӑҫталла чупса каясса, ӑҫтарах чарӑнса тӑрасса, ӑҫта пырса ҫапасса мӗнле майпа чухласа илмелле-ха? Эпӗ тӑвӑр каютӑра, пилӗкӗ таран ҫарамас буфетчица ҫумӗнче тӑнӑ чух, унӑн йӳҫсе кайнӑ чуста пек лӗпӗркке сарӑ ӳтне курсассӑн, Королева Маргон шӑратса тунӑ пек тӗксӗм ӳчӗ аса килет, вара йӗрӗнмелле туйӑнса каять. Унӑн пысӑк ҫитменлӗх пур — вӑхӑта вӑраха янӑ вырӑнне пирӗн пустуй ывӑнса ҫӳресси пулмасть тата нумай инкексенчен ҫӑлӑнса юлатпӑр. Статьисем пурте шӑп та шай килсе пыраҫҫӗ: партбилет пур, комсӑра тӑнӑ стаж ҫителӗклӗ, мӗнле ӗҫре тӑнисемпе мӗнле йӑхран тухнисем пирки никам та пырса ан тӗкӗн, анчах ӗҫ политпроверкӑна ҫитрӗ те — манӑн вара кунта ӗҫсем чиперех пулаймарӗҫ. Эпӗ халех тухатӑп, эсир — каярах. 2. Ҫакӑнта асапланса пурӑннӑ вӑл, тыткӑна лекнӗ мӗскӗн этем, ӑна пӗтӗм тӗнчерен уйӑрнӑ, туссемсӗр, юлташсемсӗр хӑварнӑ. Мӗн хӑямачӗпе чирленӗ-ха вӑл эсрел Непшитшетски? Йӗркерен, ӑсран тухса кайнӑ ҫынсем, тет. Анчах ҫакна йӑлтах вӑл хӑйшӗн пулсан пачах та кирлӗ мар пулнӑ пек, ыттисен кӑмӑлӗшӗн кӑна тунӑ пек туйнӑ. — Тӗрӗс, пӗлетӗн, — тетӗп, — пӗлместӗп пуль тесеччӗ. Эпӗ ҫаплах-ха сире хамӑн арӑма епле вӗлерни ҫинчен каласа паратӑп. Судра манран: мӗнле, мӗнпе вӗлертӗн арӑмна? — тесе ыйтаҫҫӗ. Вара вӑл чашӑк ҫинчи чее хыттӑн чӑпӑртаттарса сыпма пуҫланӑ. Пусмана, алӑксене, ҫурт тӑррине салтаксем сыхлаҫҫӗ. Вӑл ҫапла вӗрнипе Огняновӑн чӗри хӗссе ыратса кайрӗ. Кунта, ҫӳллӗ курӑкпа хупланнӑ пушӑ хир варринчи пӗчӗк утравра, вырнаҫса тӑракан икӗ авиаци полкӗн экипажӗсемпе штаб ҫыннисем питӗ йышлӑн пулнӑ, ниҫта та пушӑ вырӑн юлман. — Мошенник, эрех пичӗки! — Петька ҫав. — Хаяр, ним хӗрхенӳсӗр, чӑн-чӑн вӑрҫӑ вӑхӑчӗ иртсе кайнине кура вӑл ҫакӑ пӗтӗмпех. Анчах ҫак ҫӗнӗ кӑтартусем ҫинче таса мар ӗҫсем пурри мана ытла йӗрӗнмелле пек туйӑнчӗ. Эпӗ чӑнкӑ ҫыран аяккипе аран-аран анкаларӑм та пӑхатӑп хайхи суккӑр ача аяла ансан кӑшт чарӑнса тӑчӗ, унтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, шыв хӗррипе кӗҫех шыва кӗрсе каяс пек утса пырать; ӑна хум ҫӗклесе каяссӑнах туйӑнать, анчах вӑл ланкашкасенчен сыхланса, чул ҫинчен чул ҫине епле хӑюллӑн сиксе каҫнине аса илсен, вӑл кун пек ҫӗрте пӗр хут кӑна ҫӳременнине часах тавҫӑртӑм. Пӗрре вӑл кайӑк йӑви ҫинех ӳкрӗ. Унта тин ҫеҫ ҫӑмартаран тухнӑ тӑватӑ чӗппе, тӑватӑ пӗчӗк чӗрӗ кайӑк татӑкӗ ларнине курчӗ. Вӑл вӗсене хыпӑнса ярса тытрӗ те, чӗрӗллех ҫисе ячӗ. Ҫитменнине тата, часах шкул уҫӑлать, манӑн унта ҫӳремелле пулатчӗ, эпӗ ӑна тӳсме те пултарас ҫук. Ледков кабинетӗнче ненецсен округӗн картти пурччӗ, унта Карск тинӗсӗн пӗр аякки те пур, хӑнӑхнӑ маршрута шыраса тупрӑм эпӗ. Мӗнлерех ҫуна пуҫларӗ спирт, мӗнле хитре ташлаҫҫӗ ун ҫийӗнче кӑвак ҫулӑм чӗлхисем! Алексей йышпа та пулин тӑшман умӗнче нумайраххӑн курӑнас тесе, хӗҫ-пӑшалсӑрах ҫапӑҫӑва хутшӑнма шут тытрӗ. Ҫук пулсан, кирлӗ мар! Эпир малалла та ҫаплах каяс пулсан, ҫӗр варринех ҫитме пире тата икӗ пин кун, е пилӗк ҫул ҫурӑ яхӑн вӑхӑт кирлӗ пулать. Ну, аплаЖухрай мӑшлата-мӑшлата пылчӑкпа вараланнӑ аттисене хывма пуҫларӗ. — Ятлаҫрӗ, — тет Яша, йӑл кулса. Унтан каллех патакпа шаккани илтӗнчӗ. Пирӗн ҫырса кӑтартма ҫук савӑнӑҫа пула ку сасӑ аякалла кайса часах лӑпланчӗ. Пӗр самант хушшинчех утӑ ӑшне чӑмрӑм, куҫ-пуҫ кураймиех чаваланса кӗрсе выртрӑм, хыттӑнрах сывлама та хӑраса выртаттӑм ӗнтӗ. Рыбин, ӳсӗрсе илсе, Николай ҫине пӑхрӗ. Вӑл пӗтӗм кӑкӑрӗпе пашкаса сывлать. Эсир туртатӑр вӗт-ха? Эпӗ ӑна, тыткӑнран ҫӑлса тухрӑм та халӗ аттесен килне пурӑнма ӑсататӑп. Шаракшанэ капитан батальонӗ резервра тӑнӑ. Патвар, сарлака кӗлеткеллӗскер, вӑл купец умӗнче армян чулӗ пек тӑратчӗ, ун ҫинелле хывӑх тӑкнӑ пек сӑмахсем тӑкса тӑратчӗ. Ҫаврӑнса пӑх та, Савельич иккен — туран анакан сукмакпа вӗҫтерсе пыра парать… …Ҫав самантра мана, сылтӑм хулпуҫҫирен кӑшт аяларахран, темӗн хытах тӑрӑнчӗ; эпӗ ӳкрӗм те ӑнран кайрӑм. Вара эпӗ вӑл шыв кӗрлени чи уҫҫӑнрах илтӗнекен вырӑна шыранине ӑнланса илтӗм. Халӗ унӑн пӗр килограмм консерва пур, ҫавӑнпа та вӑл талӑксерен пӗрре кӑна — кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫиме шут тытрӗ. Пуҫламаллаччӗ! Денни татах ун ҫинелле сиксессӗн, вӑл ҫак тытӑҫӑва кӗтсех тӑнӑ пек туса малалла пынӑ, анчах юлашки секундра, вӗсем пӗр-пӗринпе тытӑҫмалла чухне, Ривэра ҫӑмӑллӑн аяккалла сикнӗ. Шӑкӑртаттарӑр. Панков хӑш чухне хӑйӗн арӑмне, лӑпкӑ сӑнлӑ, ӑслӑн пӑхакан кӑвак куҫлӑ, «хулари пек» тумланнӑ пӗчӗк хӗрарӑма илсе пыратчӗ. Джемма сӑмах каласа яричченех вӑл ун ури патне ӳкрӗ те, питне ун кӗпи аркипе хупларӗ. — Курас килет. — Ҫапла. Бойчо! — Кирек мӗн тӑвӑр. Михӗрен ҫул тӑршшӗпех ҫӑнӑх тӑкӑнса кӳле хӗррине ҫитичченех ҫинҫе шурӑ йӗр хӑварса пычӗ. Унтан Огарновсем тухаҫҫӗ. Вӑл ӑна Сеймуртан илсе килнӗ «Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди хаҫачӗн» номерне кӑтартрӗ. Бен Джойс пуҫӗшӗн полици награда пама пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл: ку ҫын — шайкӑн атаманӗ, хӑйӗн усал ӗҫӗсене пула мӗнпур ҫӗршывӗпе палӑрса тӑраканскер, терӗ. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ниме хапсӑнман таса юратупа тата хӑй ҫинчен манса ыттисемшӗн тӑрӑшнипе иртсе кайнӑ. Тӑватӑ тискер ҫын пӗр вӑхӑтрах хӑлхисене ҫав ҫурӑксем ҫумне тытаҫҫӗ те йӑпшӑнса итлесе тӑраҫҫӗ. Акӑ каллех! — Ну, кун пек вӑхӑтсем иртнӗ ӗнтӗ, ыр ҫыннӑм, — самаях тарӑхса каларӗ майра. Пӗр самант хушши Титок иккӗленсе тӑчӗ… Тӑхӑнмалли ҫук? «Тӑхта, тӑхта!» ӑҫталла! Вӑл хӗҫне ҫӳле ҫӗклерӗ те, пӗшкӗнсе тӑракан Бородатыя тӳрех майран касрӗ. — Ку ӗнтӗ кутӑнланнипе, факт! — Апла-калла шухӑшламалли те ҫук, — терӗ те вӑл, халь те-ха хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫинчех выртакан хаҫата пӳрнисемпе шаклаттаркаларӗ. Эпӗ Ҫурҫӗре каятӑп. Николай Антоныч кулса ячӗ. София ун ҫине пӑхсан ниепле те кулмасӑр чӑтса тӑма пултараймасть. Батарейӑра ӗнтӗ пӗр тупӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ. — О! — тесе хирӗҫлерӗ ученый, — философи тӗлӗшӗнчен илсен… Кум ярӑмӗ каллех турчка ярса тытрӗ, анчах Чуб ҫак вӑхӑтра михӗрен тухса ҫенӗк варрине тӑчӗ те, тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ ҫын пек, карӑнкаласа илчӗ. — Апла пулсан мӗн тӑвас-ха? Ҫак хамӑн умри васкамасӑр ҫаврӑнакан тӗнчене чарма хӑватӑм ҫитсен питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ ҫав. — Городцов сывлӑша питӗ вӑйлӑн хӑй ӑшне туртса илчӗ, ҫавӑнпа та Широкогоров пуҫӗ ҫинчи мамӑк пек кӑвак ҫӳҫ калаҫакан ҫын еннелле тӗтӗм пек варкӑшса сулӑнчӗ. Ваттисене курма пыратпӑр тесе Полярнӑйранах Петя патне ҫырса ярсаттӑмӑр, ҫак вӑхӑталла Петя та отпуск илмешкӗн май килтернӗ. — Ҫук, — тесе хучӗ хыттӑн ҫамрӑк ача, — мистер Гленарвана хӑйне курса калаҫасшӑн эпӗ. Тавлашусенчен вара ҫапӑҫу пуҫланать. Ҫапӑҫура пӗр хуларан е колонирен килнисем тепӗр ҫӗртен килнисене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. — Пирӗн совет ангелӗ эсир, акӑ кам… — Георгий Алексеевич? Хыҫалтан алӑк хупӑннине тата хӑй хыҫҫӑн, тахӑшӗ чупса тухнине илтрӗ пулин те, вӑл чарӑнса тӑмарӗ. Ҫамрӑк ҫыннӑн пуласлӑх ҫинчен пыракан кирек мӗнле шухӑшӗ ҫумне те пырса хутшӑнакан тата тепӗр пуринчен те хаклӑ ӗмӗт пур. Ку вӑл — хӗрарӑм ҫинчен ӗмӗтленни. Мӗн, сире кӗтмелле-им манӑн? Темиҫе вуншар километр тӑршшӗ тӑсӑлакан фронтра артподготовка тӑвӑлӗ лӑпланса та ҫитейменччӗ-ха, — хӑйӗн батарейисем кӗрленипе хӑлхасӑр пулса ларнӑ, позицийӗсене хупласа илнӗ тар тӗтӗмӗпе суккӑрланнӑ нимӗҫсем хӑйсен траншейӗсенче вутлӑ ҫаврашкасем пек разрывсем пулнине курчӗҫ. — Каллех подшипниксем тума тытӑнатпӑр, анне, — тет Артём. Хӑв ҫылӑха кӗтӗн, хӑвах ответ тыт… Англин регулярлӑ ҫарӗсене хирӗҫ тӑрса нимӗн те тӑвайман, ҫитменнине хӑйӗн салтакӗсенчен нумайӑшӗ аманса тата вилсе пӗтнӗ хыҫҫӑн маориецсен ҫулпуҫӗ шалалла чакса кӗме шутланӑ. — Эп хам та пӗлетӗп, генералӑн йыттисем хаклӑ йышшисем, ӑратлисемччӗ, ку вара — мур пӗлет-и тен, темскер. — Эсир манран куласшӑн та пулӗ, чуна вылятасшӑн пулӗ те манӑнне, унтан пӑрахасшӑн пулӗ… ҫавӑн пек туни ытла ирсӗр пулнӑ пулӗччӗ, акӑ ун ҫинчен шухӑшласанах… Хӗрарӑмсем ним те чӗнмерӗҫ, ҫул ҫинчен пӑрӑнса тӑчӗҫ. Ответле! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Пӑхӑр-ха, епле тӗтӗм пек йӑсӑрланса тӑрать. Упӑшки ӑна чарчӗ: — Ан нӑйкӑш, ан пӑлхат мана. — Э, ман ырлӑхӑм, акӑ ӑҫта эсӗ? — савӑт ҫинелле пӑхкаласа, ҫирӗммӗш хутчен калать пулӗ ӗнтӗ вӑл. Хӑвна сана ҫавӑн пек тусан? Пӗр ывӑҫ чӗкеҫ курӑкӗ пухсан, Андрей сӗнӳ пачӗ. Ҫав ватӑ ухмах вак-тӗвек суткаласа хӗрӗх доллар тунӑччӗ, эпир ӑна хупахра шыраса тупиччен унӑн кӗҫйинчи укҫана, хӑй ӗҫсе ярайманнине, пӗтӗмпех ҫаратнӑччӗ. Эпӗ ӑна сӗм-ҫӗрле сулӑ патне сӗтӗрсе пытӑм, ун чухне сулӑ вырӑнта ҫукчӗ. «Ку мур ачи сулла вӑрласа тарнӑ ӗнтӗ, пире пӑрахса хӑварса анаталла вӗҫтернӗ», — тесе шухӑшларӑмӑр эпир. — Мӗнле пӑрахса хӑварнӑ пулӑттӑм-ха эпӗ хамӑн негра? Вӑл манӑн пӗртен-пӗр ҫеҫ-ҫке, пӗртен-пӗр пурлӑхӑм. — Ҫапла каларӗ те аллине пысӑк йывӑҫ кашӑк тытрӗ. Хветтерте ухтарнӑ чухне, маузерсӑр пуҫне, ӑна айӑплама урӑх нимӗн те тупӑнман. — Кала хуть эсӗ, Овечкин. Пурнӑҫ пӗтӗмӗшпех ҫав тери канӑҫсӑр, шиклӗ пулса пычӗ, ҫавӑнпа хаҫата куҫпа курма та кӑмӑла кайман, ӑна вулас та килмен. Унпа юнашар пӗр тир выртать. Эпӗ хӑранипе чӗтре-чӗтре ун патне ҫитрӗм, вӑл ерипен кӑна анаслать. Анчах, ҫав вӑрттӑнлӑха каласа пама юраманнине пӗлсе, вӑл:— Мӗнле хӑрушлӑх хӑратса тӑма пултартӑр-ха мана? — терӗ. Анчах тӗлӗнмелле, Геркулес ученӑя хӑйӗн парнине тыттарнӑ чух темле именнӗ пек курӑнчӗ. — «Эй, пирӗн аттемӗрсенӗн турри, хӑвӑн чӑн чуруна, Ноя, тӗнчен ҫӑлӑнӑҫ киммине тума панӑскер…» — хулӑн баслӑ саспа, куҫӗсене пӗлӗтелле ҫӗклесе, аллисене тӑратса, кӗлтунӑ священник. Иртӗнсе кайнӑ ҫумкурӑкӗ ҫӗрӗн пӗтӗм сӗткенне ӗмсе ларнӑ, пӗтӗм хӗвел ҫутине хӑй ҫине туртса илнӗ; ыраша вӑл апат-ҫимӗҫсӗр хӑварнӑ, ҫавӑнпа та начар ыраш шӑркана ларичченех типсе ларнӑ, вӗсен пучахӗсем тӗшӗпе тулайман. Мӗн ҫинчен шутланӑ маларах! Ҫӗнни шухӑшласа кӑларма тата ӑсласа тупма пуҫ ывӑнса ҫитрӗ. Кӗтен вӑхӑта кӗскетме тӑрӑшса, вӗсем нумайччен чей ӗҫсе ларчӗҫ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн сӑмса тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те татах кӗлтума пуҫларӗ. Полевой почта номерне часрах пӗлтер! — Манӑн, — шӑппӑн каларӗ Женя, терраса еннелле шиклӗн ҫаврӑнса пӑхса. — Апла, мӗн тумалла-ха? — сӑмахне малалла тӑсрӗ Давыдов, хӑйне чӑрмантарнине пӑхмасӑрах — Парти, сире тракторпа ҫаклатса нушалӑхран туртса кӑларас тесе, талкӑшӗпех коллективизаци тума палӑртса хунӑ. Лось васкамасть-ха. — Ним ятлӑ та мар. — Эсӗ Максимыч, циркалла е театралла ҫул тыт, сантан ла-айӑх камит тухмалла! Кӗрлев хумӗсем куса-куса иртрӗҫ те тамалса ҫухалчӗҫ. Сӗтел умӗнче икӗ тӑшман юнашар пекех тӑчӗҫ. Анчах ҫавсем пӗтнӗшӗн ыттисем чарӑнса тӑмарӗҫ. «Поляница патне каймалла пулать, — шутларӗ Давыдов. Авланасси пирӗншӗн — ӑнӑҫман ӗҫ… Анчах Геркулес ӑна асӑрхаса пыма пуҫларӗ — ку темле хайне хӑех ун ӗҫе пулса тӑчӗ. Пурте ҫак шухӑшпа килӗшрӗҫ: сайра тӗл пулакан хурт-кӑпшанкӑ тытсан, Бенедикт пичче хӑйне мӗнле тыткалать, Геркулес та ӑна ҫапла сапӑррӑн хӑй вырӑнне ҫавӑтса пырса тӑратать. Пӗртен-пӗр, мӗн тумалли юлни те — руле пӑркаласа карапа ҫавӑркалани, карапӗ ӑна час-часах итлемест тата. Ӑна еркӗн хӗр туни хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ. Хӑйӗн икӗ ӗҫне те кӑмӑлӗ хушнипех турӗ темелле: палланӑ ҫынна выҫӑпа аптранӑ вӑхӑтра вӑл ҫӑкӑр парса ячӗ, ҫакна тумашкӑн ӑна кӑмӑлӗ хушрӗ темелле, пӑлхавҫа сутса влаҫсене юрайӑп та инкек-синкек пуласран ҫӑлӑнӑп терӗ. Ҫак законсем пулман пулсан, ватӑлнӑ струльдбругсем пурте ҫӑткӑнланса ҫитнипе вӑхӑт иртнӗҫемӗн пӗтӗм ҫӗршывпа влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ пулӗччӗҫ. Ҫапла, тӑмсай хресчен вӗсене япӑх тыткалама, Тироль юррисене юрлама вӗрентнисӗр пуҫне, урӑх нимӗне те вӗрентме пултараймасть. Питӗ кирлӗ-и ачасене, эпӗ сиртен ыйтам, Тироль юррисене юрлама пӗлни? — Лӑпланмасан — нихҫан та каяймастӑр, хӑвӑра-хӑвӑр лӑпкӑ тытсан, тен, ыранах… Тӳпе ывӑлӗ сулахай аллипе хӗҫ тытса тӑрать, сылтӑм аллинче — ҫыру-тӑмхаллӑ тӗрке; анчах ӑна Туман мӗскӗн, тӗттӗм халӑхӗсем пӗтернӗ». Пӑртак кайсанах, вӗсем ансӑр лаптӑкӑн катари вӗҫӗнче хирӗҫ пулса каялла шкул еннелле пырсан, унта никам та курӑнмарӗ. Вӗсем шкула кӗчӗҫ те, хӑйсен умне доскасем хурса, юнашар ларчӗҫ. Вара ача, тӗлӗнсе те ҫилленсе кайса, телефон трубкине ярса тытрӗ. — Нивушлӗ эсир кун ҫинчен нимӗн те илтмен? Анчах ҫапах та ҫырмара кепе ҫӑвакан хӗрарӑмсем хушшинче, денщиксем патӗнче, кухнясенче, ҫӗр чавакан рабочисем пурӑнакан подвалсенче килтипе танлаштармалли ҫук интереслӗрехчӗ, килте унта сӑмахсем, ӑнлавсем, пулса иртекен япаласем яланхи пӗрешкел пулни йывӑр та усал кичемлех кӑна кӑларса тӑратчӗҫ. — Хӑрамаллисем вӗсем — вӑрмансенче пурӑнаҫҫӗ, — терӗ Петр кичеммӗн. — Паллах, — васкаса каларӗ Кораблев. Ванчӑк кантӑк чӑнкӑртатать. — Пӗлместӗп. Воропаевпа тӑвӑллӑ калаҫнӑ хыҫҫӑн та Лена пурнӑҫӗ малтанхи йӗркепех шӑвать. — Ҫук, эсӗ куртӑн вӗт-ха, вӑл аллипе сулчӗ… Ҫак утрав ҫине мӗнле майпа сиксе тухни ҫинчен чӑнне калани пире ырӑ кӳмӗ тесе шутларӑмӑр эпир, мӗншӗн тесен тӗшмӗшлӗ итальянецсем пире тамӑкран кӑларса пӑрахнӑ шуйттансем вырӑнне шутланӑ пулӗччӗҫ. Кӳршӗ урамран пулеметран пени илтӗнет. Чӑнах та вӑл машинӑна ҫӑлмах шутлать-ши? Ҫак проектӑн авторӗ эпир шухӑшлакан япаласем пурте япаласен ячӗсем пулса тӑни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Иккӗмӗш проект пуплеври пӗтӗм сӑмахсене пӗтерме хушать. Пӗр ҫур минут пек юрласан, вӗсем шӑпланчӗҫ… Ӑна эпир каллех хӑратрӑмӑр, вӑл каллех вӗҫсе кайрӗ, каллех — вӗҫет, вӗҫет те, мӗн ҫине те пулин пырса ҫапӑнать, тӗкӗсем пӑрр! тӑкӑнса юлаҫҫӗ… Унта кайма ӑна икӗ сӑлтав хускатрӗ. «Ҫакӑн пеккисемпе акӑ пӗр ҫулталӑк хушшинчех яла тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартма пулӗччӗ! Василиса Егоровна уншӑн малтанах мана ӳпкелешетчӗ, кайран, манӑн тӳрккеслӗхе кура, мана текех чӗнми пулчӗ. Текех ку ӑслӑлӑхпа пурӑнма ҫук. Аслӑ Артамонов, туйи ҫине таянса, ура ҫине тӑчӗ, ывӑлӗ ӑна тӑма пулӑшмарӗ. — Тур сыхлатӑр сана, унта та, леш тӗнчере те, кама та пулин ҫапла ятласран!» Тепӗр чух вӑл килет те унта кӗнекесем ҫинчен темӗн ҫыра-ҫыра илет е акӑлчан чӗлхинчен вырӑсла куҫарать. Тепӗр кунне мастерскойсенчи стена хаҫачӗсенче пӗтӗм рабочисене тинкерсе пӑхтаракан статьясем тухрӗҫ. Килте ӗҫ пур. Калӑр-ха, мӗн пулчӗ? Огнянов мачча ҫине улӑхса хӑй хыҫҫӑн мачча шӑтӑкне вӑл хупнине пӗлетчӗ-ха. Унӑн ӗнтӗ утиял айӗнче нумай эрне выртса ирттерме тӳр килет. — Вӑт, ҫутӑ тинӗс! — тенӗ вӑл, Силанти мучи те сасартӑк ашшӗне пулӑшма шут тытсан. Вӗсенчен мужике мӗн усси пултӑр? — Мӗн калама пултарайӑп сана эпӗ, майра-патша? Анчах утрав ҫинчи чи паха та паллӑ япала вӑл пир ӑси евӗрлӗ пысӑк магнит шутланать, утравӑн, кун-ҫулӗ те ун ҫинче кӑна тытӑнса тӑрать. Кӑна эпӗ витӗр пӗлсе тӑратӑп. Вӑл ҫын мексиканец, Морис пекех мустангер пулнӑ. Ырхан, витӗрех нафталин шӑрши ҫапнӑ хӗрарӑм портсигара илсе аллинче тытса ҫавӑркаларӗ те, типсе ларнӑ пӳрнипе портсигар ҫинчи ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартса:— Ятлӑ япаласене комиссине илместпӗр, — терӗ. Пурнӑҫ вара ӗлӗкхиллех тӑсӑлать. Ҫапла ҫакӑн пек хирӗҫӳсем те, унран начартараххисем те яланах пулса пынӑ, е эрнере пӗрре, е уйӑхра пӗрре, е кашни кунах. Манӑн ҫывӑрас шухӑш пуҫа та кӗмест — кӗҫ ак уҫӑ тӑракан алӑкран е кантӑкран вӑрӑсем кӗрӗҫ — ӑна, шуйттана, тупӑ сассипе те тӑратаймӑн". Эпӗ хам кӗсрене илме каям. Революци мӗне пӗлтернине пӗлнӗ, а «сицилиста» — пӗлмен, ҫавӑнпа та ун чухне эпӗ вӑл чи кӳренмелли, чи тарӑхмалли сӑмах тесе шутланӑ… Лятьевский (тата шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ те Яков Лукич ирӗксӗрех унӑн калаҫӑвӗн ҫыхӑнӑвне ҫухатрӗ). — Мӗн вара? Анчах самолётсем вӑрман патне ҫитрӗҫ те, каялла ҫаврӑнма, ҫутӑ тӳпере пысӑк ҫур пӗкӗ чӗрме пуҫларӗҫ. — Пӗррехинче эпӗ Парижра тем те пӗр пӑхса ҫӳрерӗм-ҫӳрерӗм те пӗлтерӳ тӑрӑх сухаллӑ хӗрарӑмпа шыври йытта курма кӗтӗм. Патша каланӑ вара:— Захария кунтеленсене сутӑн илни халь суккӑршӑн та паллӑ ӗнтӗ. Арестленӗ вӑхӑтра эсир унта пулман-и? Пирен план ҫавӑн пекчӗ, анчах вӑл сирӗн кӑмӑлӑра каймасть пулсан, эпир Доминикинӑна пӗлтерсе, ӗҫе урӑхла тума пултаратпӑр. Аксинья — лавкана! — терӗ. Чуралӑха хирӗҫ Атлантика океанӗн тепӗр енче те Пысӑк кӗрешӳ пуҫланӑ. Ҫавӑнпа малалли сехетсенче мӗн пулнине эпӗ пӗрре те астумастӑп. Аслӑ Артамонов ассӑн сывласа илчӗ. Ҫӗр каҫма пысӑк йывӑҫсен айне вырнаҫтарчӗҫ. Вӑл чӗтреме пуҫланӑ, Фома, ӑна сиссе, хӑвӑртрах чупма тытӑннӑ. Нимӗҫсенчен вӑрманта пытарса хӑварнӑ пӑрусене тимлӗн пӑхса ӳстернӗ. Тепӗр кунне те кӑвак тӳпене тӗксӗм пӗлӗтсем хупласа тӑчӗҫ, анчах вырсарникун, июнӗн 28-мӗшӗнче, уйӑх улшӑннипе ҫанталӑк та улшӑнчӗ. Тӗпсӗр хура тӳпере ҫӑлтӑр ҫиҫет-вылять. Аэлита ун ҫине тинкерчӗ: пысӑк, ырӑ, хаклӑ. — Унӑн та ҫиес килет пуль, сирӗн ҫеҫ мар! Ҫынсем, лашасене ирӗксӗрех ҫул парса, ҫилленчӗклӗн пӑхкаласа илчӗҫ. Кӑна малтанрах пӗлнӗ пулсан, эпӗ тахҫанах туртма вӗреннӗ пулӑттӑм, — терӗ. Вара Андрей сасартӑк ҫултан пӑрӑнчӗ. Ачасем тӗлӗнсе кайсах итлерӗҫ. Кунтан тутлӑрах апат пама пултарайманнипе буфетчик йӑлт аптӑраса ӳкрӗ. Сирӗн унта пурте Некрасова вуласа юрлаҫҫӗ, анчах та Некрасовпа инҫетех каяймӑн! Ку ҫынсем ӑсран тайӑлнӑ пулмалла, тесе шухӑшлӗ… — Чим, — терӗ вӑл сиксе тӑрса, — капла меллӗ мар. Арӑм ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан, хӑраса ӳкнӗ пек, хирӗҫлеме пуҫларӗ, эпӗ лайӑхах калама пӗлместӗп, терӗ. Пест, килнелле каякан Калугина ӑсатнӑ май. — Ҫук, ывӑлӑм, — тавӑрчӗ старик, — шел пулин те, лавҫӑр сире улталанӑ: Никольссем патне тата виҫӗ мильӑна яхӑн каймалла. — Итле-ха, эпӗ ҫапах та хамӑн вӑхӑт сахал пуласран хӑратӑп, — тенӗ Зеб, сасартӑк хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ пек пулса. — Эпӗ качча тухнӑ!.. — терӗ вӑл. Ҫывӑрас умӗн, хам мӗн тунине пӗлмесӗр, хӑрах ура ҫинче пӗр виҫӗ хут ҫаврӑнтӑм, пите помада сӗртӗм те выртрӑм — вара ҫӗрӗпех вилнӗ пек ҫывӑрнӑ. Вӑл салхуллӑн аяккалла кайса тӑчӗ те тумланма тытӑнчӗ. Анчах ҫавӑнтах разведчикпе прокурор хушшинче тавлашу пуҫланса кайрӗ. — Отлично, — терӗ капитан. «Манах ӗҫсе супрӗ», — лӑплантарма тӑчӗ вӑл хӑйне хӑй. — Юррисене ҫырса илтӗн-и эс? Ҫапах никам та чи малтан кӗрсе кайма хӑват ҫитереймест. — Часах иртсе каймасть-ха, — терӗ леҫник. Эпӗ хам та ӗҫместӗп… анчах ытах халӑхӗ вулама та пӗлмест пулсан, мӗне кирлӗ-ха ҫав вулав ҫурчӗсем? — Кальфукура? Кӑна чӑтма ӑҫтан вӑй тупас? Пантелей Варламова пуҫ тайрӗ; лешӗ ҫавна асӑрхарӗ те, куҫне хут ҫинчен илмесӗрех селӗппӗн, «р» сасса калаймасӑр:— Пурнӑҫсем мӗнлерех, старик! — тесе хучӗ. — Мана вӑрҫрӗ-и? — питне ехидлӑн чалӑштаркаласа ыйтнӑ Маякин. Картун камитсем! Сен-Жером вара пире: mauvais sujet, vilain garnement тата ытти ҫакнашкал кӳрентерӳллӗ ятсем паратчӗ. Шатра питлисем юратура питех те вӗри, теҫҫӗ! — ахӑлтатса кулсах мӑшкӑлларӗ Лушка. «Ек-клезиаст» ун ҫинчен пуринчен лайӑх шухӑшланӑ, — шухӑшланӑ та ҫапла каланӑ: чӗрӗ йытта вилнӗ арӑсланран темӗн чул аванрах, тенӗ… Батальонти командирсем ӑна пурте пӗлнӗ, юратнӑ. Пӗр кун хушшинче вилеҫҫӗ, ҫуратаҫҫӗ, авланаҫҫӗ! Калама пар! — Эпӗ ӑна тахҫанах асӑрханӑ, — терӗ вӑл малалла: — виле курни вӑл ырра мар вара… Сарлака хӗрриллӗ улӑм шлепке унӑн питне пӗҫертсе пӑхакан кӑнтӑрлахи хӗвел пайӑркисенчен хӳтӗлет. Вӑтаннине пытарма пултараймасӑр, вӑл темле урӑх ӗҫ ҫинчен майсӑр калаҫма пуҫларӗ. — Мӗн чӑрманмалли пур унпа! — тарӑхса сӑмаха пӳлчӗ Любишкин. — Ак ҫакӑн пек ӗҫе ӑнлантарса парӑр-ха мана, полковой комиссар юлташ. Ӑҫта пултӑн эсӗ? — Ҫук. Сен-Жером мана алӑран тытса зал урлӑ илсе пынӑ чухне Катя, Люба тата Володя ман ҫине, шӑп та лӑп тунтикунсенче хамӑрӑн чӳречесем умӗпе иртекен сӑнчӑрланӑ ҫынсем ҫине пӑхнӑ евӗр пӑхрӗҫ. Винтовка пур унӑн, вӑл хӑй те йывӑр вӑхӑтра шанмалли ҫын. Эпӗ тырӑпа сутӑ тӑватӑп, пӑрахутсем ҫӳрететӗп, — курнӑ-и «Ермака»? Пурте ҫавӑнтах урӑх ӑна вӑрҫмӑпӑр тесе сӑмах пачӗҫ, — чун-чӗреренех каларӗҫ пулас ҫакна. — Санаторинчи пек. «Мӗн кутӑнлашмалли пур? Пӗрмай краклатса, ҫуначӗсене йывӑррӑн сулса, самӑр улакураксем вӗҫсе иртрӗҫ, таҫта саркайӑк пӑшӑрханнӑ пек шӑхӑрчӗ. Поляк салтакӗсене, пирӗнпе пӗрле ӗҫленисене, пиртен икӗ кун малтан суд тунӑ. Стумп сиввӗн пӑхса илнӗ. Пӗрре ҫеҫ пӑхса илчӗ вӑл Иван Никифорович ҫине, мӗнле пӑхрӗ-ха! Лешӗ пач ӳсӗр пулнӑ, теҫҫӗ. — Завхоз пулма хут пӗлен, партие кӗме вара — ҫук? — каллех ыйтрӗ Шалый. Халӗ патшара чипер ларакан императорӑн аслашшӗне ача чухнех ирхи апат вӑхӑтӗнче пӗҫернӗ ҫӑмарта ҫиме панӑ имӗш. Каласса эсӗ мӗн тӑвать-ха, тесе каларӑм. Компас юппи пӑрӑннӑ пирки, — ӑна Том, паллах, тӗшмӗртмерӗ те, — карапӑн тӑватӑ румб чухлӗ улшӑннӑ ҫулӗ халӗ кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле выртрӗ. Ҫук, мана! Эпӗ ӑна кӗсменпе темиҫе хут ҫапсан, юлашкинчен, шыва сиктертӗм-сиктертӗмех. Эпӗ урӑх вӗсене нимӗн те каламарӑм, анчах хам шухӑша кайрӑм. Пӗр пӳлӗмӗн балконӗ чылай аялти палкаса юхакан Дунай шывӗ ҫине тухса тӑрать. Манӑн чӗре таппипе, манӑн кӗсьери хронометр йӗпписен куҫӑмӗпе, манӑн пӗтӗм ӳт-кӗлетке туйӑм-сисӗмӗпе — эпир ҫул ҫинче вунӑ сехет те хӗрӗх минут пурӑннӑ. Йывӑр та шӑрӑх сывлӑш вилнӗ пекех; вӗриленсе кайнӑ пит-куҫ хурлӑхлӑн уҫӑ ҫиле шырать, анчах та ҫилӗ ҫук. Кунта эрех ҫителӗклӗ пулни каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ; ун ҫывӑхӗнче сылтӑмра та, сулахайра та бутылкӑсем ларнӑран Чертокуцкине тепӗр чух ирӗксӗр тенӗ пекех эрех тултара-тултара ӗҫме тиврӗ. Мӗншӗн-ха ӗлӗкхи ҫынсем хушшинче ҫак кӑмӑл ҫинчен, шатра чирӗпе холера ҫинчен калаҫнӑ пек, калаҫни илтӗнмен? Анчах вырнаҫма пултартӑн-и? Хама питрен турат ҫапса ыраттарнине сиссен ҫеҫ, эпӗ чухласа илтӗм: эпир ӗнтӗ уҫӑ ҫулпала каймастпӑр, йывӑҫсем ӑшнелле пырса лекнӗ иккен. — Пӗлетӗн-и, ман шутӑмпа, княҫпа пӗр пытармасӑр калаҫсан питӗ лайӑх пулӗччӗ, — терӗм эпӗ, — манӑн ӑна: сана эпӗ этем вырӑнне хурса хисеплетӗп, анчах сан пурлӑхна йышӑнса юлма шутламастӑп, эсӗ ман валли нимӗн те халалласа ан хӑвар, ҫапла тума килӗшсен кӑна эпӗ сан патна килсе ҫӳрӗп, темелле. Каллех макӑрас теместӗн пулӗ те? Вӗсем ун пеккисене юратмаҫҫӗ. Вӑл Пушкин питӗ лайӑх кӑтартса панӑ хӑрушӑ демон пулса тӑчӗ тейӗн. Полковник хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те, адьютанчӗ ӑсатса пынӑ маййӑн, кӳми патнелле уттарчӗ. — Яр матроса япаласем йӑтма! — хушнӑ ӑна Фома, ҫыран еннелле пуҫне сӗлтсе. Автор хӑйӗн ҫинчен тата тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен тӗплӗнрех каласа пӑрать. Парнесене пӑхса тухсан, виҫҫӗмӗш пайне боецсене валеҫсе пачӗ вӑл, ыттине вара, каллех миххе пуҫтарса чиксе, урӑх отделенисене илсе кайрӗ. Лашине салтса утланса тараканӗ Азамат пулнине куракан часовой хӑй курни ҫинчен тунма шутламан ӗнтӗ. — Ун хыҫҫӑн сӑнаса ҫӳреме ҫын уйӑрмалла мар-и? — сӗннӗ Рамос. Аслӑ халӑх, пит тӗрӗсех чухласа илнӗ: вӗт хатӗрсене пӗтӗмпех аяккалла сирсе пӑрах та турра служить туса пурӑн, таса… Пӑхатӑп: Печорин сиккипе пынӑ ҫӗртӗнех пӑшалӗпе тӗллет… Лукашка тӳрех нимӗн те каламарӗ. Эс — ан ӗнен ӑна, пӗр сӑмахне те ан ӗнен! Тата… — Пӗҫернӗ ҫӗрулми тупӑнмӗ-ши тата пӗр-икӗ штук? — Ман ачасем! — аран-аран каларӗ амӑшӗ. Пристаньтен аякрах мар пурӑнакан пӗр-пӗр юлташу патӗнче ҫӗр каҫмӑн-ши луччӗ? Супӑнь те аптӑри. Анчах унтан эпӗ Нюрнбергра, Пӗтӗм тӗнчери Ҫар Трибуналӗн ларӑвӗнче пултӑм. Эпир халӗ те-ҫке ют ҫын шучӗпе пурӑнатпӑр. — Ҫынсене мӗншӗн тытса каятӑр эсир? Мана мӗнле пултаратӑр, ҫапла пытарӑр, сана вара Ӑмӑрткайӑк Нью-Йоркри ватӑ господин патне илсе ҫитертӗр. Епле эпӗ ҫакӑн ҫинчен маларах шухӑшлайман-ха? Мӗн эсир, йытӑ пуҫсем, сирӗн ҫурт ав лешӗ терӗр вӗт-ха! «Унта, messieurs, тенӗ вӑл, — аннем пурӑнать, une tendre mere». Анчах та хресченсем, Орлеан хули географире мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине пӗлменнипе пулас, ӑна ҫав-ҫавах кукӑр-макӑрланса выртакан Гнилотерка тӑрӑх анаталла кайма сӗннӗ, ӑна хавхалантарас майпа ӗнсепе ҫурӑмран тӗрткелеме те тытӑннӑ, сасартӑк, ҫав самантрах, Лежёне ҫав тери хаваслантарса, шӑнкӑрав сасси илтӗнсе кайнӑ та, пӗве ҫине питӗ пысӑк ҫуна пырса кӗнӗ. Хамӑн Ермолайран тата ытти ҫынсенчен те Бирюк ятлӑ леҫник ҫинчен, таврари мужиксене вутран хӑранӑ пек хӑратса пурӑнакан Бирюк ҫинчен час-часах илткеленӗ эпӗ. Кам та пулсан чӗрӗ ҫын пур-и кунта? — тесе ҫурма сасӑпа ыйтнӑ. — Ырӑ сӑмахшӑн тавтапуҫ, — халӗ ӗнтӗ кулмасӑр-тумасӑр каларӗ Давыдов, хӑй вара: «Вӑт шуйттан ачи! Пурне те пӗлнӗ…» — тесе шутларӗ. Удельни князьсем вырӑнне пынӑ Польша королӗсем, ҫак анлӑ ҫӗрсен вӑйсӑр тата ют хуҫисем ҫеҫ пулнӑ пулин те, козаксем мӗншӗн кирлине тата ҫак вӑрҫӑллӑ пурӑнӑҫӑн уссине лайӑх ӑнланнӑ. Артамонова сасартӑк кичемлӗх пусса илчӗ, ун умӗнче темле пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлнӑ пек, ҫав пӳлӗмре пур япаласем те палланӑ, ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавӑнпа та пӳлӗм пушӑ пулнӑ пек курӑннӑн туйӑнчӗ. Хохол сӑмавар патнелле пысӑк утӑм турӗ те, каллех кукленсе ларса, хуллен кӑна мӑкӑртатса илчӗ:— Телей парсан — йышӑнмасӑр тӑмастӑп, ыйтасса — ыйтмастӑп! Вӑл ачашшӑн, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ, ӳкӗтлесе ыйтнӑ пек, кулкаласа, куҫран пӑхнӑ, анчах Фома унӑн сӑмахӗсене ӑнкарса итлемен. Вандея хресченӗсен арӑмӗсем походсенче час-часах упӑшкисемпе пӗрле ҫӳренӗ. Пӗр сехет ҫурӑ хушши вӑл япаласене шӑлчӗ, сӑтӑрчӗ, ҫурӗ, хӑйӗн кӑткӑс-мар ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн савӑнчӗ. Анна Васильевна, калӑр эсир ӑна: тупрасӑр хӑваратӑп, тейӗр! Эсӗ машшинсем пирки макӑртӑн… Чӗлӗмӗрсене хыпӑр, чӗртсе ярар та лашасене васкатар, вӗҫтерер, пире кайӑк та хӑваласа ан ҫитейтӗр!» Ҫавӑнпа мар-и ӗнтӗ, нумайӑшӗн, кӑмӑла тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн, сивӗлӗх, йӗрӗнӳ, курайманлӑх пуҫланса каять. Лось шуралсах кайнӑ, чарӑлнӑ куҫӗсемпе хӑйӗн умнелле пӑхать… Лешин йӑмӑкӑпе. Хӗвелҫаврӑнӑш пар-ха, — хушса хучӗ Лука, аллине тӑсса. Тӳрӗ кӑмӑллӑ кардиналсем нумаях мар, вӗсемпе йӗркеллӗрех пулмалла» теме пуҫланӑ. — Чул катӑкӗн хӗвеланӑҫӗн енне рунӑ саспаллисемпе ҫырнӑ, вӑхӑт нумай иртнипе ҫурри якалса пӗтнӗ пин хут ылханлӑ ята, эпӗ пӗрре тӗлӗнсе, пӗрре савӑнса вуларӑм. — Арне Сакнуссем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Пичӗсем хура, пит шӑммисем сарлака, ухмахрах сӑнлӑ, сӑмсисем хурчканни пек, кашниех хӗрӗхелле ҫитнӗ ҫынсем; начар тумланнӑ, тусанланса пӗтнӗ, тарланӑ; сӑнран пӑхсан — ӑстаҫӑсем — ӑстаҫӑсем мар, господасем — господасем мар, турӑ пӗлет мӗнле ҫынсем вӗсем. Епле усал характер санӑн! — Вӑл никама та кирлӗ мар пуль, тетӗп. Хӑшпӗр чух хуса ман аннене аса илетчӗ: — Ия, Варвара Васильевна… Пӗррехинче сводкӑра ҫакӑн пек пӗчӗк пӗлтерӳ курӑнса иртрӗ: «Фронтӑн кӑнтӑр енчи пӗр участокӗнче Совет Союзӗн Геройӗ, снайпер Степан Ивушкин ҫирӗм пилӗк нимӗҫе пӗтернӗ, ҫапла вара хӑй вӗлернӗ тӑшмансен шутне вӑл икҫӗр тарана ҫитернӗ». Вӗсен ҫулҫисем йӑлтах пӗтнӗ, кӑмрӑкланса кайнӑ вуллисемпе хуралса ларнӑ, турачӗсем вара тискер виле шӑммисем пек курӑнса каяҫҫӗ. — Ака тӑвас тӗлӗшпе те, выльӑх-чӗрлӗхе пӑхассипе те. Анчах мӗншӗн-ха вӗсем сахал ярса панӑ? Синопа кӑлтӑрпи тата пушӑ илсе ачасем пухӑннӑ юханшыв хӗрне чупнӑ. Ачасенчен пурте пекех кӑлтӑрписем илсе пынӑ. — Ан пыр, ан пыр, — гостинӑя пыма хатӗрленекен Егора каларӑм эпӗ, — эсӗ акӑ мӗн ту: эсӗ тух-ха, хӑвӑртрах лав тыт та ларса кай; акӑ квитанци, япаласене илсе кил. Эпӗ Гарри Грант карапӗпе 1861 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗнче Глазгоран тухса кайрӑм. Унӑн пиҫсе ҫитнӗ ҫын пек тата ӗҫлӗ ҫын пек курӑнас хапсӑнуллӑ кӑмӑл пулнӑ, анчах вӑл, ӗлӗкхи пекех, юлташсӑр пурӑннӑ, хӑйне тантӑш хуҫа ывӑлӗсемпе кулленех тӗл пулса тӑнӑ пулсан та, унӑн вӗсемпе туслашас кӑмӑл пулман. Вӑл тарӑнраххӑн шутласа та пӑхмарӗ: пурнӑҫ пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайрӗ, — ҫав ҫеҫ! «Тимӗрҫӗ миххисем-и кусем? — ыйтрӗ Оксана. Пӗррехинче ҫур ҫӗр ҫитеспе вӑл, канма тесе, чӳрече ҫине табак туртма ларчӗ те ҫав каҫ чӑн-чӑн автан хоралне малтанхи хут итлерӗ. — Кивӗ тумтир. — Эпир мӗн тунине тӑвас пулать. Ӑнлантӑн-и? Ольшинский сӑмахӗнче тӑрӑхласа кулнине уйӑрса илме йывӑр. Ольшинский вӑл — Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен халӑх комиссариачӗн уполномоченнӑйӗ. 1816 ҫулччен Ҫӗнӗ Зеландине маннӑ темелле. Эпӗ ҫакна сире кӳрентересшӗн каламастӑп: эпир пылчӑк текен япалана эсир халӑх тесе чӗнетӗр вӗт. Эсир мӗн ыйтатӑр? — тесе ыйтрӗ вӑл вӗсенчен хыттӑн, кӑштах сӑмса витӗр калаҫса. Хуллен-хулленех вӗсем хӑнӑхса ҫитрӗҫ, хӑрама пӑрахрӗҫ те, вӗсен унта мӗн пуррине курасси те килсе кайрӗ. Йӗри-тавра пурне те вӗсем интересленсе пӑхрӗҫ, хӑйсем хӑюллӑ пулнӑшӑн савӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра тата унтан тӗлӗнчӗҫ те. Йӗри-тавра вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв сарӑлса выртать; тӗтреллӗ кунсенче е каҫхи тӗттӗмре шыв тӗпӗнчи чул сӑртсем, ӑшӑк вырӑнсем е утравсем ҫине пырса тӑрӑнма ҫӑмӑлах. — Ну, куратӑр-и, акӑ: эсир нумайӑн мар, пуху пур-пӗрех ирӗк паман пулӗччӗ. — Тата тепрер сехет хуть кӗтӗр! Пиртен, сирӗн умра тӑракансенчен, нумайӑшӗ текех хӗвел тухнине кураймӗҫ. Ҫапла, пиртен нумайӑшӗсем вилсе выртӗҫ, эсир вара, эсир — пурте вилетӗр. Анчах ҫак факта «Св. Мария» капитанӗ Татаринов палӑртнине кам пӗлет-ха? Унтан, аллипе Павел еннелле сулса, хушса хучӗ: — Ак ку — шӑп ҫавӑ! Лось урайӗнчен уйрӑлчӗ, вӑл та халӗ ҫакӑнса тӑрать, акӑ куҫ-шӑтӑк трубкинчен ҫатӑрласа тытрӗ те — Марсӑн кӗмӗл тӗслӗ, куҫа шартаракан ҫаврашкине сӑнать. — Ку вӑл пӗтӗмпех — ирсӗр япала, — тенӗ Артамонов. «Московский Листокӑн» фельетонӗсем каҫхине вулама ҫитместчӗҫ, эпӗ спальняра кровать айӗнче выртакан журналсене вулама сӗнтӗм, ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ шанмасӑр:— Мӗн унта вуламалли пур-ха? Анчах ҫак Шотланди ҫыннисем Англи правительствин хӑтланӑвӗсене пӗтӗм чӗрепех хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Андрей ӑна фабрикӑра пропаганда ӳсни ҫинчен хаваслӑн каласа парсан, вӑл каллех салхуллӑи, хуллен кӑна:— Час мар вӑл, час мар! — Тармастӑп эпӗ, мужиксем! — Хӑрама кирлӗ мар! — терӗ хохол. — Манпа акӑ мӗнле япала пулчӗ, — тет тахӑшӗ, каҫхи тӗттӗмлӗх ҫӗр ҫумне лапчӑтса лартнӑскер. Пурте — г-жа Лора та, г-жа Куэнтро та, булка сутакан хӗрарӑм та, «Ангел хранитель» ятлӑ мастерской хуҫи г-жа Баяр та — пурте курайман ӑна, пурте пӑрӑннӑ унтан. Кам пӗлет, пӗр-пӗр индеецсем тӑракан вырӑнсенче, мӗнле те пулсан паллӑ мар шывӑн ҫыранӗнчи тӑвӑрланса тӑракан сӑртсен хушӑкӗнче вӗсем пулӑшу килессе кӗтсе тӑраҫҫӗ пулӗ; вӑл ҫынсене эпӗ тивӗҫсӗр мар хамӑр тусӑмӑрсем тесе калатӑп. Тимӗрҫӗ тата нумайччен калаҫса тӑратчӗ-и тен, анчах ҫак вӑхӑтра галунпа эрешленӗ ливрея тӑхӑннӑ лакей ӑна чавсинчен тӗртрӗ те лешсенчен юлма юраманнине аса илтерчӗ. Унӑн Увар Ивановича тытса чуптӑвасси килчӗ. Казаксем виноград тата тӗрлӗ ҫырла-ҫимӗҫ пахчисем, арбузсемпе кавӑн пахчисем ҫитӗнтерсе, пулӑ тытса, сунара ҫӳресе, кукурузӑпа вир акса тата вӑрҫӑра тупнӑ тупӑшпа пурӑнаҫҫӗ. Паганель парӑннине пула пурте ахӑлтатса ячӗҫ, анчах ученый уншӑнах аптӑраса тӑмарӗ. Ҫав пилӗк миль хулӑнӑшӗ стена витӗр пирӗн пата ниҫта та пӗр сасӑ та ҫитсе кӗме пултараймасть. «Эсӗ паян вӑл миҫе самолёт ҫапса антарнӑ тесе ҫыратӑн? тет. Вӑл ӗнтӗ килне таврӑнмах та хатӗрччӗ темелле, анчах хӑйне хӑй ҫӗнтерчӗ те калинкке витӗр кухньӑналла иртрӗ. — Килӗшетӗп, — терӗ те Симурден, малалла калаҫма тытӑнчӗ. — Эсир, ҫак башньӑра ларакансем — вилӗм аллинче. Анчах тепӗр сехетрен эсир унтан чӗррӗн те ирӗккӗн тухма пултаратӑр. Ку сиртен килет. Лёван 1622 ҫулта халӗ хӑй ячӗпе тӑракан сӑмсаха ҫитиччен аннӑ. Анчах уйӑрасси урӑхла пулать. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑн пек тертлӗ, асаплӑ ҫулта иккӗн кӑна вилнинчен те питӗ тӗлӗнмелле. — Тыткӑна илетпӗр. Ҫак аптрамалла этем хӑйне чӗннине илтсен, вӑл шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Ҫурӑмне пуля ярас та ӗҫӗ те пӗтрӗ» — тесен, чунӗ сӳлесе кайрӗ. Эпӗ сана суйса каламастӑп, тата эсӗ юлашки вӑхӑтра вӑл санпа ҫеҫ ҫӳременнине те пӗл… Ҫамкуна пуля ан шӑтартӑр тесен, пӑрах эсӗ ӑна, йыт амине, ӗмӗрлӗхех! — Кам мана петӗр-ха ара? Ҫапах та мана темле лайӑх мар пек туйӑнать: ҫерҫипе тупӑкӗ, кукӑрӑлса кайнӑ кӑвак урисем тата хурлӑхлӑн ҫӳлелле кӑнтарса янӑ ӑвӑс тӗслӗ сӑмсийӗ пӗрмаях ман куҫ умӗнче тӑрать, йӗри-тавра тӗрлӗ тӗслӗ хӗлхемсем татти-сыпписӗр йӑл-ял йӑлтӑртатаҫҫӗ, асамат кӗперри пуласшӑн та, анчах пулаймасть темелле. — Мӗн пулчӗ-ха ку? Хӑрушӑ япаласем илтнӗ хыҫҫӑн ахаль япала ҫинчен калаҫас та килмерӗ. Николай Петрович сиксе тӑчӗ те, куҫӗсемпе ҫула тӑрӑх тинкерчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артём шӑлнӗ енне ҫаврӑнса тӑчӗ. — Тӗрӗссине… Студент купец майрине кураймастчӗ, унтан пытанатчӗ, анчах та лешӗ ӑна кивҫен укҫа панӑ хӗрхенӳсӗр ҫын пек е шпион пекех ун хыҫҫӑн ҫӳретчӗ. Чӑнах та тӗрӗс каларӗ вӑл: пыма кансӗрччӗ пулин те, эпир ҫитес ҫӗре чиперех ҫитрӗмӗр; енчен ҫынсем пурте ҫавӑн майлӑ шухӑшласан, пурнӑҫ пирки ытла пӑшӑрханмалла та мар иккен, мӗншӗн тесен пурнӑҫ тени вӑл хӑйшӗн ытла тертленнине те тӑмасть… Ирхине чей ӗҫне чух е кӑнтӑрла апатланнӑ вӑхӑтра, вӑл арӑмӗ ҫине — ыйхӑлакан куҫлӑ, хӗрлӗ питлӗ самӑркка хӗрарӑм ҫине — сулхӑммӑн пӑхса:— Мӗнле, нимӗн те туйӑнмасть-и? — тесе ыйтнӑ. Амӑшӗ, хӑйне те шик, те савӑнӑҫ пӑшӑрхантарнине ӑнланмасӑр, хӑвӑрт ун патнелле пычӗ. — Танлаштарма та кирлӗ мар! Кӑвар хӗлхемленсе унӑн ҫамрӑк сӑн-питне ҫутатать. — Сирӗн ывӑлӑр — калама ҫук лайӑх ҫын! — терӗ Николай яланхи пек мар хыттӑн. Петр ӗҫ ҫине, ҫынсем ҫине хӑрарах пӑхнӑ пекех, асӑрханса, шикленерех пӑхнӑ. Эпӗ ӑна пӑхсах тӑратӑп, аран палӑракан юлашки ҫутӑ тӗсне мӗнпур вӑйпа тинкерсе пӑхса тӑнӑ ҫӗртех куҫран йӗппе чиксен те нимӗн курӑнми сӗм тӗттӗме кӗрсе ӳкрӗм. Мӗнле япала-ха ку? Ача амӑшӗ унран хыттӑн:— Эпӗ хӑҫан тухса кайма пултаратӑп? — тесе ыйтрӗ. Хамӑр патӑмӑрта кӑна мар, мӗнпур тӗнчипех: Китайра та, Индира те, магомет тӗнне ӗненекенсем хушшинче те ҫапла пулнӑ, ҫаплах пулать те. Унпа юнашар — Цвета Драганова, Цветӑпа юнашар лараканӗ — Райна, пуп хӗрӗ… — Тӳрӗ тыт, тӳрӗ! Таврара курӑнакан вунпӗр ялпа саласенчи пӳрт тӑррисене уйӑрса илме пулать-ха. — Ҫук. — Пӗлместӗп. — Турӑпа пӗрле! Мӗн кирлӗ ӑна? Чатӑра ҫил вӗҫтерсе ӳкерчӗ… сулӑ та кашни самантрах арканса кайма пултарать, мӗншӗн тесен малта та, хыҫалта та тымарӗ-мӗнӗпех йӑтӑнса тухнӑ йывӑҫсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем вара старикпе хӗре лапчӑтса хума та, тӳнтерсе яма та пултараҫҫӗ… Урасем вӗри хӗвелпе пиҫӗхнӗ вӑрӑм курӑкран тӑтӑшах ҫакланаҫҫӗ; йывӑҫсем ҫинчи хӗрлӗ тӗслӗ ҫамрӑк ҫулҫӑсем йӗри-таврах куҫа вӗлтӗртетсе курӑнаҫҫӗ; пур ҫӗрте те тӑрна пӑрҫин кӑвак тӗслӗ хутаҫҫисен сапакӗсем, йыт-пыршин ылттӑн шӑнкӑравӗсем, ҫурри кӑвак, ҫурри сарӑ ҫеҫпӗл чечекӗсем ула-чӑлан курӑнса лараҫҫӗ; кустӑрма йӗрӗсем хӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ курӑк йӑрӑмӗ пек палӑрса выртакан пӑрахӑҫа тухнӑ ҫул хӗрринче ҫилпе тата ҫумӑрпа хуралса кайнӑ чалӑшшерӗн шаршӑнланса хунӑ вутӑ куписем курӑнса лараҫҫӗ; вӗсенчен чалӑш тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ мӗлкӗ ӳкет, — урӑх ниҫта та нимӗнле мӗлкӗ таврашӗ те курӑнмасть. Икӗ матрос хураллакан боцман хӑйӗн каютине кайрӗ. Пуринчен ытла тата вӑл ытти офицерсем Черновицкипе калаҫсах кайманнине те пӗрре кӑна мар асӑрханӑ. — Ҫапла ҫав, амӑшӗ патне! Аннӳ пулнӑ пулсан, санӑн та каяс килӗччӗ. Вӑл ҫапӑҫма кӗрсе каять, анчах ӑна тытаҫҫӗ те, кулса, кӑшкӑрашса ҫырманалла тӗртсе яраҫҫӗ, — сӑртран ҫӑмха пек йӑванса аннӑ чух, вӑл тӳсмелле мар ҫуйӑхать: — Хурах! — Лайӑх та панӑ! Ҫут тӗнче пысӑк, хуторта ҫурт та нумай, кашнин умӗнче лараймӑн. Ну? Вӗсене мана юратма никам та чарма пултарайман, вӗсенчен кашниех ӑна хӑйӗншӗн телей тесе шутланӑ. Касса кӑларса илнӗ пульӑна Кольхаун хаваслӑн тытса тӑни вӑл чӑн калани ҫинчен пӗлтернӗ. Кольхаун пурне те хӳшӗре ӗҫсем мӗнли ҫинчен пӗлтернӗ. Эшелонӑн-эшелонӑн пӗр пилӗк километра тӑсӑлнӑ; кӑнтӑр кунӗнчех, маскировка тумасӑрах пыраҫҫӗ. Ларсамӑр, юлташ, Совет председателӗ халех килет. Кӗтсе тӑрам-ха кӑна, ҫула май пулсан, лартса каям, тетӗп. — Акӑ мӗн, салтӑн та ҫывӑрма вырт, — терӗ Христофор атте, — санӑн ҫывӑрса тӑранас пулать. Ҫамрӑк манах, ӳсӗрме чарӑнсан, алӑка уҫрӗ те вырӑнтан тапранмасӑрах хӑрӑлти сасӑпа:— Ачасем ҫук-и? — тесе ыйтрӗ. Кунта ларакан ҫынсене кӳрентерес теместӗп эпӗ, анчах ҫапах та ҫакна каламасӑр пултараймастӑп: вӑл ӗҫ, пуринчен ытла пиртен хӑшӗ-пӗрисем чӑтӑмсӑртарах та хӗрӳллӗрех пулнӑ пирки ӑнӑҫсӑр пулчӗ. — Пурпӗрех вӑл, — Костя командирӗ умӗнче пӗрремӗш хут хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ. Старик чунӗпе ҫӳҫенсе илчӗ. Атьӑр, кайӑпӑр. Ҫӗр ҫутӑ пулнӑ. Уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ. — Эпӗ Степане пасара кӑна каятӑп та, мана унта та йӑлтах тӑвӑнтарса ҫитерет. Вӑл Тристан д'Акуньяна Африка ҫыранӗсенчен уйӑрса тӑракан пин те виҫҫӗр милӗ тухиччен ултӑ кун та иртмерӗ. Ноябрӗн 24-мӗшӗнче, ирпе виҫӗ сехет ҫитсен, «Дункан» палубинчен Столовой сӑрчӗ те курӑна пуҫларӗ, пӑртак каярахпа яхта бухтӑна ӑҫтан кӗмеллине кӑтартса тӑракан Сигнал сӑрчӗпе танлашрӗ. Юратмасӑр — пурӑнӑҫа ӑнланма ҫук. Сурансене имлемелли. Вӑл вӑрӑммӑн хашлатса сывласа ячӗ — унӑн чӗри ҫурӑлсах кайрӗ. Пире атте мӗн вӗрентнине асту. — Ой, эсрелӗ, култарса вӗлерет! Вӑй улӑма та ватать. — Ҫӗткеленет-и? Пушкин мана стихӗн музыкипе тата простӑ ҫырнипе ҫав тери тӗлӗнтерсе ячӗ, нумайччен вара мана прозӑ естественни мар пек туйӑнса тӑчӗ, ӑна вулама лайӑх мар пекчӗ. Эпӗ ун хуҫине ҫеҫ вӗлерме калаҫса татӑлтӑм. Эс шӑпах вилӗм шырама каясшӑн. Джонни хальхинче те хирӗҫ чӗнмест. Анчах ерипен сӗтел патнелле шунӑ май сулахай урине сӗтӗрсе утни палӑрчӗ. Ман атте патша вӑхӑтӗнче ҫӗр ҫул пурӑннӑ, халӗ эпӗ, хамӑрӑн тӑванран та тӑван власть вӑхӑтӗнче, ҫӗр аллӑ ҫул пурӑнатӑпах!» — тет вара вӑл, ҫынсем ӑна ҫулӗсем нумаййине аса илтерсен тата хӑй текех тачкалансах пыни ҫине кӑтартсан. — Ҫук. — Юратнӑ анне, кӑштах кӗтме пултаратӑр-и эсир… кӑшт ҫеҫ — ыранхи кунччен? Намӑс! — Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, вӑл чӑн-чӑн моряк пулса вилчӗ. — Эпӗ мар. Чӳречерен ирхи ҫутӑ пайӑрки ҫапӑнать… Ытла ӗшеннӗскер, ҫурӑм миххине хӑрах алла тытрӑм, тепӗр аллӑмра чемодан, эпӗ «Охотнӑй рядри» станцинче метрона антӑм. — Тамаша кӑтартнӑ та иккен ку пӑру! Ҫакӑ уншӑн ним те мар пекех пулчӗ, вӑл ним пӑшӑрханмасӑр ҫапла ҫеҫ каларӗ: — Пӗчӗк-ха эсӗ, пурӑнма пӗлместӗн… — терӗ. Эпӗ ҫав кукӑле пикник вӑхӑтӗнче пытарса хӑвартӑм. Кайран ӑна, пер-пӗрне тӗлӗкре курас тесе, иксӗмӗрӗн минтер айне хурас, терӗм. Пысӑк ҫынсем хӑйсен туй кукӑлӗпе яланах ҫапла туса хӑтланаҫҫӗ, анчах ку пирӗн юлашки кукӑль пулать… Бекки хӑйӗн сӑмахне пӗтӗмпех каласа та пӗтермен. Кӗркуннепе пирӗн ячейка ӳсӗ тесе шутлатӑп, факт! Кунта ӗнтӗ темиҫе вак подразделени эрне ытла оборона тытса тӑнӑ-мӗн, — вӗсене кантарма та вӑхӑт ҫитнӗ иккен. — Мӗнле пурнӑҫ пулать ӗнте халь санӑн? Мӑкӑрти карчӑка лӑплантарма кирлӗ пулӗ тесе, хампа пӗрле ҫур кӗрепенкке чей те темиҫе ывӑҫ сахӑр илтӗм эпӗ. Мучие итлесе пӗтерсен, Давыдов кулса ячӗ, унӑн куҫӗсем ҫавӑнтах яланхи пек ӑшшӑн кулма пуҫларӗҫ. Фу, ирсӗрлӗх! Эпӗ капла та ниҫта та каяс ҫук. — Е вӑл паян суту тумасть-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Климка. — Вӑл каллех макӑрса ячӗ. Пӳртсен мӑрйисенчен ирсерен, яштака йывӑҫ вуллисем евӗр тӳп-тӳррӗн, хӗрлӗрех-сарӑ тӗслӗ тӗтӗм юписем ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ. Пӗлӳ ҫакӑн хыҫҫӑн питӗ вӑйлӑн аталанма тытӑнать. Ку ыйтӑва ответлеме Поднебеско хатӗр мар, анчах пропагандистӑн кирек епле калаҫуран та пӑрӑнса кайма юраманнине пӗлет вӑл, вӗсем вара кашни ҫыннах пуринчен ытла пӑшӑрхантаракан ыйту ҫинчен — ҫӗнтерӳ шӑпи ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Вӗлерчӗҫ — вӗлерччӗр… Площадь ҫинче, станица правленин ҫурчӗпе икӗ лавкка патӗнче, — пӗр лавкки канфет-премӗкпе хӗвелҫаврӑнӑш сутаканни, тепри тутӑрсемпе пусма-тавар сутаканни, — халӑх пуринчен ытларах пухӑннӑ. — Ҫук пулӗ, — тесе ответленӗ пехота офицерӗ, — уйрӑмах тата ҫакна шута илес пулать: чирлӗ мустангер хӑй ӑҫта ларнине те пӗлмест. Ӗҫӗ кӑткӑс пулсан, Павел вӑл ҫынна хулара пурӑнакан палланӑ адвокат патне кайма хут ҫырса парать, хӑй пултарсан — хӑех лӑплантарать. — Вӑл пӑртак шарламасӑр тӑчӗ. Кирек мӗн тусан та, мӗн калаҫсан та, вӑл ҫавна юри ҫапла тӑвать пек туйӑнатчӗ мана. Кирек мӗнле сӑлтавпа та тыткӑнрисене хӗнеҫҫӗ, халран кайса ӳкнисене ҫӗҫӗпе чиксе е персе вӗлереҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене сутма май ҫук ӗнтӗ. — Пурте йӗркеллӗ! — терӗ пӑшӑлтатса Вильсон. Студентсем вӗсем, хӗрсемшӗн тӑрӑшнинчен ытларах, булкӑсем ҫиеҫҫӗ пуль-ха… Коньякпа-и, ахаль-и? Самолёт питӗ лӑпкӑн та ӑстан вӗҫнине кура, Алексей ку полк командирӗ хӑех иккенне пӗлчӗ. — Эпӗ ӑнланатӑп! — терӗ Павел. Пӗтӗм аппарат — йӑрӑ та пиҫӗ, — чӗрӗ чун пекех. Вӑл кун пек экскурсисене хӑнӑхни витӗрех курӑнса тӑрать; вӗсем ун усламӗсен пӗр ҫӑлкуҫӗ пулнӑ: кашни дуэль ӑна сакӑр червонца услам панӑ — хирӗҫ тухнӑ кашни ҫынран тӑватшар тенкӗ. Халӗ те эпӗ ҫавӑн пекех турӑм. Хӗрарӑмсем шухӑша кайса, тарӑхса ҫӳренӗ. Калаҫу часах университетри ытла та хаяр йӗркесем ҫине куҫрӗ — ку ун чухне пурне те интереслентерекен ыйту пулнӑ. Ку факт коммунистпа большевик иккӗшӗ те пӗр иккенӗ пекех паллӑ. Темиҫе ҫекунд хушши пӗри те тапранман, пурте, туйӑм капламӗпе пӳлӗнсе, нимӗн те чӗнмен. Ку аван тухнине кура вӑл хавхалансах ӳкерме пуҫларӗ. Эпӗ ӑна: «Тӑварса яр, халь ҫумӑр ҫӑвать», тетӗп, вӑл мана намӑс сӑмахсемпе илтерет: «Санӑн ӗҫ ҫук!» — тет. Павка Василий пупран ыйтса пӗлме шухӑш тытнӑ. Жигалов! Пӗрле картишне тухрӗҫ, вӗсене хирӗҫ ҫеҫен хиртен вӗрекен типӗ те вӗри, эрӗм шӑршиллӗ ҫил кӳ килчӗ. — Иудӑсем-и? Ыран мар, тепӗр кун каятпӑр эпир. Кӑткӑс мар, уҫӑмлӑн курӑнакан япаласем пӗтсе пынӑ, ун вырӑнне кӑмӑла кайман, чун туртман япаласем сиксе тухнӑ, ҫӗнӗ ҫынсем курӑннӑ. — Ну, мӗн эсӗ оппортунизм сарса тӑратӑн ҫак? — ҫилленсе кайрӗ Давыдов. Ҫавӑнпа та вӗсене астероидсем тенӗ, урӑхла каласан, вӗсем ҫӑлтӑр евӗрлисем тени пулать. — Эсир килнӗ тесе шутламанччӗ-ха эпӗ. Инкеке, мантикора вӑл кӑшкӑрнине илтрӗ, тата ун хыҫҫӑнах апчхулатни те вӑл ларакан мӑкӑра кисрентерчӗ. Гек, эсӗ пачах правило тӑрӑх тӑвасшӑн мар пулас — кашнинчех ҫӗннине шухӑшласа кӑларатӑн. Ку хушӑра, тен, вӑл, упӑшки Казондене килмесӗрех, ун патне хӑй тӗллӗн таврӑнмалли май шутласа тупӗ. Ҫапла хӗрхенсе асӑрхаттарсан та, Паганель хӑйӗн шыравӗсене пуҫламашкӑн пӑртак тӑхтас шухӑшпа килӗшрӗ. Эпӗ сана пӗртте килӗштермерӗм. Галерейӑ тӑрӑх такам пӗр ҫӳллӗ ҫын, малалла та каялла уткаласа, темле, юрланӑ пек, нӗрлесе ҫӳрет. Унта вӑл хӑйне мӗн кирлине тупӗ. Халӗ те вӑл, ыратакан урисене кӳленчӗксем тӑрӑх аран ҫеҫ сӗтӗрсе пынӑ чух, выҫӑскер, ыратнипе тата ывӑннипе тӑнран каяс патнех ҫитнӗскер, кӳленчӗксемпе шӗлкӗш юра тата тӗл-тӗлӗпе тухнӑ пылчӑка ылханнӑ пулин те, нӳрӗ те ырӑ шӑрша кӑкӑр туллин ҫӑтнӑ. — Халь тин вилнисене асӑнса кӗл тӑвасси ҫеҫ юлать. — Хам та пӗлетӗп, кулӑшла та ирсӗрле ку… Павлушкӑна ӗненместӗп, терӗм вӗт эпӗ сана, — терӗ. — Хӑвах-и? — ыйтнӑ ашшӗ. Пуще-Водицӑра сакӑр паровозран пиллӗкӗшне юсаса майлаштарнӑ. Ыттисен пайӗсем ҫук. Тыткӑнри тӑванӗсене укҫалла хӑтарайман пуян мусульмансем вӗсене Африкӑран тытса килнӗ негрсемпе улӑштарма сӗннӗ. — Вӑл акаци йӗпӗнчен ҫакланса ларнӑччӗ, вӑл унта хайхи пуля вӗҫсе тухнӑ пӑшал кӗпҫинченех пырса лекнӗ. Управделӑн сӗтелӗ ҫинче «максим» ларать, ун патӗнче ЧОН пулемётчикӗсем темӗн аппаланаҫҫӗ. Вӑл чӗрӗ! — Мӑйӑрлӑх пулать пуль ачана! — йӗкӗлтесе илнӗ Саша. Эпӗ куҫӑмсене, хӑлхасене, чӗрене тӗрӗслетӗп. — Ай-ай, ӑҫталла килсе кӗнӗ эсӗр, — тенӗ старик. Ну, эсир епле кайса килтӗр? — терӗ вӑл. — Ҫанталӑк пӑсӑлса кайрӗ-им, э? — савӑнӑҫлӑн сӑмах пуҫласа ячӗ Яхно, чӑрӑшсем айнелле чи малтан пырса кӗрсе. Чӑнах та, Марьяна хапхаран кӗнӗ вӑхӑтра Оленин картиш тӑрӑх ҫӳрерӗ, лешӗ: «хваттерте пурӑнаканни ҫӳрет ав, шуйттан» тенине те илтрӗ вӑл. Вӑл хӑйсен пӗчӗк ҫуртне, амӑшӗ пӗчӗк хуҫалӑхра апат-ҫимӗҫшӗн мӗн пур вӑйпа ӗҫлесе халран тухать пулин те ывӑлне юратса йӑпатмаллӑх вӑхӑт тупнисене курнӑ. Строй службине лайӑх пӗлнипе те палӑрса тӑрать вӑл ҫаплах. Зеб Стумп йӗр ҫине тухать Каса-дель-Корво хапхинчен тухсан, ватӑ сунарҫӑ шыв хӗррипе тӑвалла форт еннелле кайнӑ. Алле! Дубавӑна кӑшкӑрашусем ҫил-тӑвӑл пек кӗрлени хупласа хурать. Ӗнертен вара шыраҫҫӗ ӑна, ун ҫинчен сас-хура та ҫук… Егорушка, мӗн пулса иртнине курас мар тесе, вӗҫне ҫитиех куҫне хытӑ хупса лартса кӗтме шутларӗ. Дегтярев ӑнланса илчӗ: вӑрманти ишӗлчӗк хуторта пӗр чӗрчун та ҫук иккен. Мӗн туса ҫӳретӗн эс кунта? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Тӑван мар атте хӑрӑлтатса кӑна илчӗ. — Кам унта? — тенӗ пӳртрен шакканӑ сасса хирӗҫ. Тӑван ҫӗр — амортизаторсем валли ытла та хаклӑ материал, — кӑмӑлсӑр ответ пачӗ те Мересьев, темшӗн хӗлле хӑй упаленсе иртнӗ, ҫунса кайнӑ вилӗ яла аса илчӗ. Владимир тулта кӗтсе тӑнӑ. — Вӑл вӑрансан, мана систерӗр. Эп ӑна пур пӗрех калаҫтарӑп. Именнӗ пеклерех плантатор ответленӗ: — Ман вара, Кассий, сан ҫинчен тӗрӗс калас пулать: хӑвна мӗн кирлине эсӗ ҫителӗклех уҫҫӑн ӑнлантарса патӑн. — Тӗрӗс! — терӗ вӑл хӗрӳллӗ сасӑпа мана пӳлсе. — Тӗрӗс. Доктор Лавси — джентльмен тата судья. Нагульнов чӗтрекен аллисемпе сӗтел ҫинчи списока тӳрлетсе хучӗ те уҫӑмсӑр сассипе:— Лар, Григорий Матвеич, — терӗ. — Ларма сӗннӗшӗн тавтапуҫ. Унтан, Катьӑн пӗр хут ҫаврӑнсанах пушмак кӗли хӑпӑнса кайрӗ, вара конькие чӗнпе ҫыхмалла пулчӗ, юрать-ха хам вӑл-ку пуласран илсе тухнӑ. Ку та нимех те марччӗ-ха. Гусев йӗри-тавра пӑхкалать, пӑшӑлтатать: — Кур-ха, кур-ха, эх те вара… — Председатель господин, хама сӗнекен ыйтусенчен хӑшпӗрне хуравламасӑр хӑварма пултараятӑп-и эпӗ? — ыйтрӗ сасартӑк Ромашов. — Ӑҫта пулин те кайса тухаймӑпӑр-ши? Тӑван курнӑ мӑшкӑлшӑн юнпала тавӑрас йӑла пур ҫӗршывра Такури, паллах, хӑйӗн тӑванне Сюрвиль кӑтартнӑ мӑшкӑла манма пултарайман. Эпир ӑна аслӑк айне кӑкарӑпӑр. Халӑхӗ шухӑ, ҫивӗч. — Садсем лартасси — ҫылӑхсӑр ӗҫ, — тет вӑл. — Бяла Черква пирки мӗнле хыпар-хӑнар ҫӳрет? — ыйтрӗ Огнянов. — Нихӑҫан та, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Ҫав тискер кайӑксем ҫак ҫӗр айӗнчи тинӗс ҫыранӗ хӗрринчи йывӑҫ евӗрлӗ пысӑк курӑксен сулхӑнӗнче пурӑннӑ пулас. Вӗсенчен пӗри теприне юхӑмпа килекен курӑк купине кӑтартрӗ, вӑл вӗсем халь лартакан лианӑсенчен тупӑ сӗрекене татма пултарать. Мӗн эсӗ, мана ҫавӑн мӑйраки ҫине пырса тӑрӑнса чуна кӑларма питех те интереслӗ тетӗн-им-ха? Пере пуҫличчен малтан Тосун-бей:— Парӑн, пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхӗ! — тесе тӗрӗкле кӑшкӑрттарчӗ. «Мужик» тени — ӑна Балькарра лорд генерал тесе чӗннӗччӗ, де Ла-Тур д'Овернь принц: «Чипер кай, тӑванӑм», тесе ӑсатнӑччӗ — палуба тӑрӑх лӑпкӑ мӑнаҫлӑхпа, карап хумсем ҫинче чӳхеннине туймасӑр, моряксем пекех хӑюллӑ та ҫирӗп утӑмсемпе утса ҫӳрет. — Чи малтан акӑ мӗншӗн: ҫак яшӑ манӑн тус, хӑй ют ҫӗршыв ҫынни пулин те. — Паллах. — Эпӗ, самолет ҫинчен ӳксе юлнӑ пекех, хамӑн телее ҫухатрӑм. Пухӑннисем ҫийӗн ҫил ахӑрса иртрӗ тейӗн. Матрос, капитан хушнине итлесе, Ле-Менкье еннелле тӑрӑшсах ишрӗ. Сӑмса витӗр каласа панине итленӗ чух, Яков аллисене кӗсйисене шаларах пытарас тесе, урисене йӑрстах тӑсса ларчӗ, унӑн аллисем чӗтрерӗҫ. Эсӗ мана усал туман, эпӗ те сана усал тӑвасшӑн мар… Ҫакӑн хыҫҫӑн Том самантрах хӑй унпа вӑрҫнине манса кайрӗ. Мӗншӗн-ха эсӗ Алексей Иванович Сухов ҫинчен нимӗн те каласа памарӑн? Тришка килет» — тесе кӑшкӑрса янӑ та, пурте тарса пӗтнӗ. Староста канава кӗрсе выртнӑ, тет, арӑмӗ хапха айне хӗсӗнсе ларнӑ, тет те, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрнӑран, хӑйсен картишӗнчи йытти сехри хӑпнипе сӑнчӑрне татса, ҫатан урлӑ килтен вӑрмана тухса тарчӗ, тет. Раща кӗрлесе-янӑраса кӑна тӑрать, ҫунар йыттисем тӗк татнӑ пек вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Хулари театра пӗтӗм парторганизаци пухӑннӑ. — Хӗвел ӗнте ҫӗр каҫма пытанать темелле, — терӗ плантатор, хӑйӗн ылтӑн сехетне кӑларса пӑхса, — анчах халӗ виҫӗ сехет кӑна ҫитнӗ. Ҫӗр айккинчи станцие тӑвас тесен, малтан ҫав станцин уйрӑм пайӗсене ҫӗршер ракетӑпа ямалла, кайран вӗсене тӗнче уҫлӑхӗнче пуҫтармалла. Ҫавӑн пек кӑткӑс ӗҫе тума, Ҫӗр тавра ҫаврӑнакан уйрӑм ракетӑсене яма малтанах хатӗрленсе вӗренмелле. — Эпӗ вӗренмен ҫын вӗт, эпӗ час-часах ухмахла калаҫатӑп. Атака хыҫҫӑн атакӑна куҫса, сулахай аллине малалла тӑсса, Ривэра Деннинчен чакса пырса, хӑйӗн тӑшманӗ ҫине тапӑннӑҫемӗн тапӑннӑ, Деннин сӑмсипе тутисене суранлатнӑҫемӗн суранлатнӑ. — Унӑн сывлӑхӗ ҫирӗп вӗт? — терӗ хӗр хуллен кӑна. — Эпӗ ӑнланатӑп, — терӗ Квейс, кӑштах пӗшкӗнсе. Нумаях пулмасть, Безансонран пӗр минералог пире вут чулӗ йышши шалтӑркка чулсем пухса янӑ, ҫавсене йӗркелесе классификацилемелле. Анчах ун йышшисем компанире сайра курӑннӑ, — цилиндрсем, штиблетсем тата модӑллӑ шзиткӑсем уйрӑмах нумай пулнӑ. Палӑртса хунӑ вӑхӑт иртрӗ. Ҫак постановление йышӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне, урӑхла каласан 1935 ҫулхи февралӗн 7-мӗшӗнче, ССР Союзӗн Ӗҫтӑвакан Тӗп Комитечӗн Пӗрремӗш Сессийӗ пухӑнса, ССР Союзӗнчи Советсен VII Съезчӗ йышӑннине пурнӑҫа кӗртсе, 31 ҫынран Конституци Комиссийӗ туса хучӗ. — Анчах хӑвӑрт тухса кайни, Бургора контрабандистсем пулӑшнипе урӑх тумтир тӑхӑнни — ҫаксем пурте ҫав тери хӑрушӑ вӗт. Вилмешкӗн ҫӑмӑлтарах пулӗ мана ҫапах та», — тет кун хыҫҫӑн мулкач. Давыдов ҫуна ҫине ларма хатӗрленнӗ вӑхӑтра ун патне Кондрат Майданников пырса тӑчӗ. Вӗсем иккӗшӗ хӗрсе кайсах тем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. — Пӗлетӗп ӗнтӗ. — Ҫилленмелле те… Ҫак мӑшӑр, санаторири креслӑсемпе чирлисен койкисем хыҫӗнче тӑракан вӑкӑр ӗнселлӗ нэпмӑнсем ахӑрса тӑнипе хавхаланса, эстрада ҫинче йӑпӑр-йӑпӑр фокстрот ташласа ленчӗртетме тытӑнчӗ. Эсӗ ху ҫинчен питӗ мӑннӑн шухӑшлатӑн-и? Апла пулсан, унӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫӗ те пысӑк! Зеб Стумп хӑй мӗн шутлани ҫинчен ҫамрӑк креолкӑна каласа панӑ. — Ҫук-ха… Халӗ уншӑн тепӗр Петр Артамонов ҫуралнӑ пек пулчӗ, вӑл малтанхипе юнашар пурӑнать, унӑн хыҫӗнчен утса ҫӳрет. Килессе те вӑл сывалас, ҫирӗпленес шутпа кунта килнӗ вӗт-ха, ҫавӑн пиркиех, пӗр ҫавӑн пирки кана Мускавран та ӑна кунта ячӗҫ, ҫапла вара Корытовран уйрӑлсан та, вӑл нимӗнле киревсӗр ӗҫ те туман пулӗччӗ… Вӑл вара хӑйне ӑшӑ пулнине тата хӑй тавра тӑван пек ҫывӑх ҫынсем пулнине хавассӑн туйса, ытларах та ытларах хӗпӗртесе, Вазуза хӗрринчен малалла утрӗ. Ҫапах та эпӗ канса илнӗ те, вӑрансан мана чылай хал килсе кӗнӗ пек туйӑнчӗ. Лашасем унчченхи пекех пыратчӗҫ. Маншӑн та пулин ӗҫ, ах савнӑҫӑм! Полозов куҫне хупрӗ. — Ҫитӗнсе ҫитсен, вӑл тем пулсан та гений пулӗ тесе шанатӑр-и? Мучи ҫӗвӗсем тӗлӗнче симӗсленсе пӗтнӗ кӑвак пиншакне хӑй ҫине уртса ячӗ, ӗмӗр авӑнса ҫӳрекен ҫурӑмне май килнӗ таран мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ. — Елисей хирӗнчен тӳрем вырӑн ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Эпӗ повӑр тӗрӗс каланине ӑнланаттӑм, анчах кӗнеки ҫапах та ман кӑмӑла каятчӗ; Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, ҫӗнӗ ҫын пурнӑҫӗ ӗнтӗ темиҫе ернене кайрӗ. Вӑй ҫитерме хӗн пуль. Ытларикун, июлӗн 14-мӗшӗ. Ҫав алҫырӑвӗсем ылтӑнпа ахахран та хаклӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫунса кайнӑ алҫырусене ҫӗнӗрен аса илсе ҫырма май ҫук. — Чӑн калатӑп, ӗҫместӗп, Нина Капитоновна, — терӗ Кораблев. Хӑй, ытлашши йӑлтӑрка ҫутта чӑтайми таранччен начарланса ҫитнӗ пек, куҫне хӗснӗ. Лешӗ Фома ҫине чалӑшшӑн пӑхса илнӗ те чӑкӑртатма пуҫланӑ: — Манӑн шухӑшпа, эсир так ахалех ҫав айван ҫынсем ҫине пырса уртӑнатӑр, — Мазаньелло ухмах пулнӑ, анчах вӑл мӗн кирлине ҫавах та лайӑххӑн тунӑ. Анчах пурнӑҫӑн хӑйӗн законӗсем пур. Темиҫе минут иртсен, штабран пӗр вунпилӗк ҫын чупса тухаҫҫӗ те, штык тӑхӑнтартнӑ винтовкӑсене йӑтса ҫул хӗресленнӗ ҫӗртен инҫе мар ларакан арман патнелле чупаҫҫӗ. Корпусра чухне, турӑ саккунӗ урокӗнче, священннк чул куҫаракансем ҫинчен хывнӑ хайлана ӑнлантарса парсаччӗ. Пирӗн кун йӗркинче пӗр ыйту: партие пирӗн ҫӗнӗ членсене илесси. — Сире те ырӑ каҫ сунатӑп, атте, — терӗ те Кралич алӑка ҫаклатса хучӗ. Вучахра сивӗнекен чулсем шартлатса илкелеҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ шӑрчӑк хуллен чӗриклетсе илет, ҫӗрпӳрт ҫийӗнче ватӑ хырсем лӑпкӑн та пӗр евӗрлӗн кашлаҫҫӗ, алӑк умӗнче, тулта, йывӑр тумла патлатса тумлать. Лашасем, тулхӑра-тулхӑра, васкамасӑр чӑмларӗҫ, Дениска вӗсем патӗнчех ҫӳрерӗ, хуҫасем хӑяр, кукӑль, ҫӑмарта ҫини хӑйшӗн ниме те пӗлтерменнине кӑтартасшӑн пулса, ҫине тӑрсах лашасен ҫурӑмӗсемпе хырӑмӗсене сӑрса илнӗ шӑна-пӑвана вӗлерес ӗҫпе тӑрмашрӗ. — Ҫӑлчӗ, ҫӑлчӗ… Хӗрӳрех выля, гармонист! Маякин, пукан ҫинчен ҫӗкленсе, чакӑртатакан сасӑпа усаллӑн кулса янӑ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр баллада юлашкинчен чарӑнчӗ, вут патӗнче ӗҫкӗпе иртӗхекенсем эпӗ паллакан юрра чӑсса ячӗҫ: Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине. — Пурте пур пулӗ кунта! Майданов пире хӑйӗн сӑввисене вуласа пачӗ — Малевский вӗсене ытлашши хӗрсе кайса мухтарӗ. — Ҫывӑрсах кайнӑ-и эс, Иванчо? — хытӑрах ыйтрӗ Марко. — Сулӑ чиперех, — тетӗп эпӗ. — Марс ҫине вӗҫсе каяҫҫӗ ак-ак… Виҫӗ нимӗҫ, кӑшкӑрашса, тыткӑнри ҫынсем строя пӑснӑ ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ, ҫине тӑрсах автомачӗсемпе хире-хире хайхи ушкӑна аяккалла сирме тапратрӗҫ. — А эсӗ ҫынсемшӗн ултавҫӑ пултӑн-ҫке, — сасартӑк калать вӑл старике йӗкӗлтенӗ пек питӗнчен пӑхса. — Праскухин ротмистр! — терӗ генерал: пожалуйста, сылтӑмри ложемента кайӑр та М. полкри 2-мӗш батальона калӑр, унтах ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, ӗҫне пӑрахчӑр та, шавламасӑр-тумасӑр тухса, хӑйсен полкӗпе пӗрлешчӗр, полкӗ вӗсен ту айлӑмӗнче, резервра тӑрать. Магеллан калама ҫук хавасланнӑ. Халӗ ӗнте вӑл шӑмӑран касса тунӑ пекех туйӑнать. Эпӗ карлӑк ҫумнелле хӗсӗнсе носилкӑна ирттерсе ятӑм. Карап ҫакӑнчӑк садсем ҫийӗн вӗҫсе каҫрӗ те ҫаврака пысӑк лапама тикӗссӗн анса ларчӗ. Мӗнпурӗ те Ежов хӑй ҫинчен кӑна темӗнле уйрӑм сасӑпа калаҫнӑ, вара мӗн чухлӗ хӑй ҫинчен хӗрӳрех калаҫнӑ, ҫавӑн чул вӑл мӗнпур пеккине пурне те ним ҫырлахусӑр вӑрҫнӑ. — Илсе кил хутна, — интересно! Ҫакна вӑл пач шутламан ҫӗртен тата питӗ хӑвӑрттӑн турӗ, ҫавна пула нумайӑшсем шартах сикрӗҫ, пӗр хӗрарӑмӗ хӑранипе кӑшкӑрсах та ячӗ. — Пирӗн сирӗнпе ӗҫ пур! — терӗ Самойлов, ун ҫине куҫ айӗн пӑхса. Ун чухне, каҫхи апат хыҫҫӑн, Яков Лукич енчӗкне кӑларчӗ, хулӑн ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ урине хӑй айне хуҫлатса хурса, арча ҫине хӑпарса ларчӗ, сӑмахне пуҫларӗ — темиҫе ҫул хушши чуна капланса тулнӑ тарӑхӑва пӗтӗмпех тӑкса пачӗ:— Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, Александр Анисимович? — Ман ҫине пӑхсамӑрччӗ эсир, Давыдов юлташ, — терӗ малалла Лушка, юриех ырӑ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, — чипер хӗрарӑм эпӗ, ман пеккисене юратма пулать… Ку ят хӗре килӗшмест, уншӑн вӑл ытла та хытӑ пек туйӑнатчӗ. Пульӑпа персе ӳкернӗ сулахай туртари лаша чупса пынӑ ҫӗртех чикеленсе кайнӑ, туртана хуҫса пӑрахнӑ, хӑй ҫине кӗрсе кайнӑ урапана тӳнтерсе янӑ. — Эсӗ, Лиза, нимӗн те пӗлместӗн. Каҫхи кӗлӗ туса чӑрманмасӑрах, Том ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ, Сид ҫавна хӑй ӑшӗнче астуса юлнӑ. Округӗнче тата — шуйттан илесшӗсем! — пӑтратаҫҫӗ: пӗрре вӗсене «Гигантсем» туса пар, тепре пысӑк колхозсене пӗчӗклет! Юлашкинчен вара… — Ягуарсем ҫӗрле апат шыраса ҫӳреҫҫӗ, хӗвел тухнӑ ҫӗре вара хӑйсен йӑвисене тавӑрӑнаҫҫӗ. Пӑр ҫинче! Ҫав кунтан пуҫласа вӑл упӑшкинчен пачах ютшӑнчӗ. Пирӗн ҫак тӑрмашура апат ҫитерессине те манма пултараҫҫӗ… Геновевӑна вӗлерме вӑрмана илсе кайрӗҫ. Пулнӑ пулсан, эпӗ унта ут кӗтӳҫне кӗрӗшӗттӗм… Томпа ун юлташӗсемшӗн рей ҫумне марселе ҫыхасси ҫӑмӑл ӗҫ мар! — Тӗрӗс мар! — терӗ ӑна хирӗҫ хохол. Унта тем аппаланни ҫеҫ илтӗнчӗ мана. Талькав пӗрре те хускалмасть. Вӑл сӑмах та чӗнмест. Вӑл мана… сана тата санӑн юлташна вӗлерме хушрӗ, — Аэлитӑн шӑлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Каи-Куму кӑтартнипе пӗр ҫынӗ ушкӑнран уйӑрӑлса храм еннелле утрӗ. Дон Педро мана карап ҫине ҫитиччен ӑсатса ячӗ, ҫула валли кивҫен ҫирӗм фунт стерлинг пачӗ. Уншӑн акӑ мӗн паллӑ пулса тӑнӑ: виҫӗ лашаран пӗри американец ӑратти пулнӑ, тепри — пысӑк мустанг; ун чӗрнисем американски лаша чӗрни пысӑкӑшех пулнӑ. Мӗн-ха ӗнтӗ ку? Степан Бояркинӑн пӗр ҫынпа — Осип Михайлович ятлӑ завхозпа курса калаҫмалла. Анчах Иван Яковлевич чӗрӗ те мар, вилӗ те мар ларчӗ. Пӗлчӗ вӑл, ку сӑмса никамӑн та мар, хӑйне кашни юнкун тата кашни вырсарникун сухалне хыртаракан Ковалев коллежски асессорӑн ҫеҫ пулма пултарать. Чӗлӗмне тивертсе, Ерофей Кузьмич интересленсе ыйтрӗ: — Ӑҫта ҫитсен каялла таврӑнтӑр-ха? Вӑл, тӳп-тӳрӗ ларнӑскер, сцена ҫинчен пӗрре те куҫ илме пӗлмест. Пӑрусем такӑрлатнӑ сукмакпа Разметнов масарӑн ҫурҫӗр чиккинчен иртрӗ, халиччен хӑйсене хӑйсем вӗлернӗ ҫынсене пытарнӑ вырӑна ҫитрӗ, айккисем ишӗлнӗ, хӑй пӗлекен вил тӑпри патӗнче чарӑнса тӑчӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ҫӗрелле тайнӑ пӳҫӗнчи ҫӗлӗкне хыврӗ. Эпӗ сӑмах чӗнмесӗр кадет ҫине пӑхрӑм, вӑл та, нимӗн шарламасӑр, ман ҫинелле тинкерчӗ. — Шӑпах ун тӗлне Ромашов килсе тухрӗ, — терӗ вӑл малалла. Яра куна хӑйӗн пӗчӗкҫӗ камбузӗнче, унӑн пысӑк пайне кухня плити йышӑнакан пӳлӗмре ирттерчӗ. Давыдов юлташ, хӑтарсам ӗнтӗ ҫӗн колхознике! Хӑй те ӗнтӗ хӑнасене пӑхма ӑстаччӗ. Ку сасӑсем стена витӗр илтӗнмеҫҫӗ, сасӑ тата вӑйлӑрах пулсан та вӑл гранит стена витӗр тухас ҫук! Хурарах сӑнлӑ, японец пек хура-кӑвакрах ҫӳҫлӗ, тарпа сӑтӑрса янӑ пек вӗтӗ-вӗтӗ хура пӑнчӑсемпе тӗрӗленнӗ питлӗ, иксӗлми хаваслӑ, вӑйӑсенче пултаруллӑ, калаҫусенче вичкӗн ӑслӑ ҫын, вӑл тӗрлӗрен тӗрлӗ талант тӗшшисемпе тулнӑччӗ. Вӑл чӗрине ҫунтарса, куҫҫулӗпе хӑйӗн ачисене сыхласа ларать. Эпӗ упа тытмалли ҫӑмӑл меслет ҫеҫ шухӑшласа кӑлартӑм. Путаҫҫӗ-тӗк — эпир санпа Ҫӗпӗре кайӑпӑр… — тенӗ хӗрарӑм. Эпӗ вӑл каланӑ сӑмахсене хирӗҫ кӗскен, анчах пит парӑннӑ пек пулса калакаларӑм, юлашкинчен хӗвеле свидетеле чӗннӗ пек туса сулахай алла ҫӗклерӗм те хӗвел ҫине пӑхрӑм. — Мӗн пулма пултарать-ши ку? — ыйтрӗ матроссенчен пӗри. Пирӗн, Алексей Вениаминыч, эсир ӑслӑ ҫын пулма шутлатӑр пулсан, кӑштах суту-илӳпе услам туса илес пулать. (Эпӗ ҫак manant сӑмаха питӗ юрататӑп, унпа чылай чӑркӑш ыйтусене татса пама усӑ куратӑп). Хӑйӗн шухӑшӗсене пула, вӑл вӑхӑтран вӑхӑта кӑна башня стени ҫинчи шӑтӑк енне, Симурден хушнипе икӗ хут вӑйлатнӑ хурал тӑратнӑ тӗле, пӑхса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ. Юлашкинчен вара эпӗ, челнока хулпуҫҫи ҫине хурса, такӑна-такӑна шыв хӗрринелле утрӑм. Сылтӑм ҫыран хӗррипе мирлӗ, анчах та лӑплансах ҫитмен аулсем ларса тухнӑ; сулахай ҫыран тӑрӑх, шывран ҫур ҫухрӑмра тата пӗр-пӗринчен ҫич-сакӑр ҫухрӑмра, станицӑсем ларса тухнӑ. Вӗсем — вӑрӑмтуна мар… — Лаша урапа туртса пынӑ пек, ангелсем те ҫутӑ япалана хӑйсем хыҫҫӑн туртса ҫӳреҫҫӗ! — тенӗ. Сире курсассӑн, выҫӑ кашкӑрӑн та апат ҫиес килни йӑлтах пӗтсе ларӗ. Егорушка ун ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан вӑл мӗн ятлине ыйтрӗ: — Мӗн ятлӑ эсӗ? Эпӗ ӑна пурӗпӗр кӗтсе илетӗп! — терӗ Павел чӗререн, аллипе сӗтеле шартлаттарса. Вӑл пулас ӗҫсем пирки чӗререн хумханнипе сывлайми пулса ларчӗ, унтан, кашӑкпа сывлӑшра сулкаласа, малалла каларӗ: — Вӑт, эпӗ ҫав Власовӑн амӑшӗ ҫинчен калатӑп. Елхово патӗнче тытӑҫнӑ чухне тӗрӗксем Муратлийские персе амантнӑ та, вӑл Стара-планина туне кайнӑ, тӗрӗксем ӑна унта та йӗрленӗ, йӗрлекенсем хушшинче хӑш-пӗр пӑлхарсем те пулнӑ; Африкӑри пушӑ хирсенче, е Америкӑри вӑрмансенче ҫулҫӳревҫӗсен ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пӗр-пӗрне сыхласа тӑмалла пулать, кунта йӑлтах урӑхла, — пӗр сас-чӗвӗ те ҫук, нимӗнрен те хӑрушлӑх курмастӑн, кунта дикарсенчен те, тискер кайӑксенчен те хӑрасси ҫук. Начарланнӑҫемӗн начарланчӗ, селӗпленчӗ, сасси тытӑнчӗ, хӑрӑлтата пуҫларӗ. Кӑлар та пӑрах ӗнтӗ! Лешсем арҫынна мӗнпур меслетсемпе епле илӗртеҫҫӗ, кусем те ҫаплах. Андрусевич шӑна чӳрече ҫумӗнче мӗнле ҫатӑлтатнине те ватӑ карчӑк чӑх-ха епле хӑваласа тытнине тӑва-тӑва кӑтартрӗ, тӗмсем хыҫне пытанса, пӑчкӑ нӑйӑлтаттарчӗ тата ҫӗҫӗ хӑйрарӗ, — ку тӗлӗшпелен вӑл питех те пысӑк ӑстаччӗ. Пӗрре ҫитӗннӗ мастерсенчен тахӑшӗ ӑна каларӗ: — Ытла та намӑссӑр-ҫке эсӗ, хӗр! — терӗ. Эпӗ айлӑма антӑм; ун тӑрӑх хӑйӑрлӑ ансӑр ҫул хуланалла авкаланса каятчӗ. Апла пулсан, Конституци проекчӗн 1-мӗш статйи пирӗн обществӑн класлӑ составне тӗрӗс кӑтартса парать. Акӑ, ҫаксем ӗнтӗ, — терӗ капитан. — Кас, — тетӗп эпӗ Ромашкӑна. 1916 ҫулта туяннӑ пӑспа ӗҫлекен двигательне сутса ячӗ, вунӑ тенкӗлӗх ылтӑн укҫасене вӑтӑра ҫитерсе тата пӗр сӑран хутаҫ кӗмӗл укҫа пухса, чӳлмекпе ҫӗр айне чавса пытарчӗ, ытлашши выльӑх-чӗрлӗхне сутрӗ, тыррине сахалтарах акса тӑва пуҫларӗ. Вӑл пӗчӗк мӗскӗн антилопӑн мӑйӗ ҫине лассо ывӑтнине те курса савӑнма тӳрӗ килчӗ манӑн. «Губа?» — Ку вӑл — ашкӑннинчен мар, вӑй ытлашши пулнинчен килет. — Ҫук, эпир тепӗр ирхине ҫакӑнта тӗл пулмаллаччӗ. Ӗлӗкех палланӑ ухӑ йӗппи пек ҫинҫе куҫхаршисем мӑнкӑмӑллӑн хӗстернӗ тутасем. Тен, вӑл пурне те сивлесе йышӑнасшӑн пулмӗ — пӗтӗм пурнӑҫа та, пур наукӑна та, тен, вӑл хӑйне хирӗҫ пыракан пур япалана та курӗ, — сӑмахран каласан — чиркӳ турринче. Мӗншӗн тепӗр енче ҫакнашкал йӗр ҫук-ха? — Итле, мучи! Мӗнле хурчка ав ҫавӑнтах чинара ҫинче пурӑнать! Акӑ пӳлӗмсене негрсене чӗнсе кӗртсе кӗлтурӗҫ, унтан пурте ҫывӑрма выртрӗҫ. Давыдов ҫак хута вуласа тухрӗ те хайхи тырра парса яма хушрӗ. «Тупата туршӑн лайӑх ҫапӑҫать!» терӗ татах, хӑйӗн ҫи-пуҫне кӑшт йӗркелесе: «кун пек пулсан, тӗрӗслеме те кирлӗ мар. Маттур козак пулать! Ну, аван-и, ывӑлӑм? «Сирӗн ҫap ҫывӑракан ҫынсемпе паттӑр ҫапӑҫать пулмалла!» терӗ Голокопытенко, ҫӳлелле пӑхса. Ҫак килен-каянсем пире хытӑ сиенлеҫҫӗ, Негоро. Ун питҫӑмартисем кӑштах кӗренленнӗ, анчах сӑнӗ пӗтӗмпех чирлӗн курӑнать, — карапа хум тӗртмессеренех хӑй аякӗ ҫине йӑванса каять. Кун пирки Джон Мангльс татах та сахалтарах шухӑшлать. Запорожье ҫарӗ тесе чӗнекен чарусӑр та харсӑр ҫынсемпе ҫапӑҫма йывӑррине пурте пӗлсе тӑнӑ. Ку ҫарти ҫиелтен пӑхсан курӑнакан йӗркесӗрлӗх те чӑннипе ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче кирлӗ йӗркелӗх пулнӑ. Анчах аманнӑ салтак; пурнӑҫ вӑл — кӗрешӳ, аманнисемшӗн унта вырӑн ҫук, тесе шухӑшланӑ. Ривэрӑн секунданчӗсем те, Денни вӗрен айӗнчен ҫӑмӑллӑн арена ҫине тухсассӑн, хӑйсем хӗпӗртенине палӑртнӑ. Ҫутала-ҫутала илеҫҫӗ те сӳне-сӳне лараҫҫӗ унӑн куҫӗсем, киленӗҫ куллипе тӗтреленеҫҫӗ вӗсем. Танлаштармалли те ҫук. Паганель час-часах карттӑ ҫине пӑхса илет. Пӗр-пӗр пӗчӗк шыва ун ҫине ӳкермен пулсан географӑн юнӗ вӗриленсе каять, вара ниҫта кайса кӗме пӗлмест вӑл. — Ыран сунара кайма килес-и? Ҫамрӑклӑх, питӗ те чипер ҫамрӑклӑх, юрату техӗмне пуҫпа ҫавӑрса илме ҫук-ха, — ӑна чӗре хӑвӑрттӑн тапнинчен ҫеҫ сисме пулать: алӑ, савнӑ хӗрӗп кӑкӑрне ӑнсӑртран пырса пӗрӗнсен те шиклӗн чӗтренсе илсе, каллех аяккалла тарать, ун чухне ҫамрӑк туслӑх юлашки: утӑм тӑвассинчен сыхласа тӑрать! — Мана ку кайӑк кӑмӑла каймасть, — терӗ тӳрех Федотов окружкомри ҫынсене, Развалихин тухса кайсан. Эсӗ мана ҫав агрономи журналӗсене вуласа пӑхма парса яр-ха. Кам ӑнланмалла мар ухмахла сигналсем парать? Кӗркунне Кама хӗррисем хӗрелсе кайсан, йывӑҫсем ылттӑнлансан, — Яков сасартӑк пароход ҫинчен пӑрахса карӗ. Вӗсем Негрӑн Ҫывӑракан Пуҫӗн ҫӗр ай храмне туса хураҫҫӗ — хӑйсем патне ҫынсене илӗртме тытӑнаҫҫӗ, — чирлисене сиплеҫҫӗ, шӑпа пирки юмлаҫҫӗ, ӗненекенсене вилнисен мӗлкисене кӑтартаҫҫӗ. Огнянов енне те темиҫен пӑхса илчӗҫ. Ҫук. Ҫынсем ҫак ҫутӑ пайӑркисем тӑрӑх ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн чухлӗ аякрине, тӗнче уҫлӑхӗнче вӗсем ӑҫталла тата мӗнле хӑвӑртлӑхпа куҫнине тата ҫӑлтӑрсем мӗнле япаласенчен тӑнине кӑтартса параҫҫӗ. Сасартӑк ӑна ывӑлӗн вырӑнӗ тӗлӗнче аран ҫеҫ сисӗнсе темӗн хускалнӑн туйӑнчӗ. — Йӗрлекенсем аташса кайрӗҫ пулинех, анчах апла пулсан та вӗсем вӑхӑтлӑха кӑна аташаҫҫӗ-ха». Хирӗҫ тӑмашкӑн ним те пулман: ни пӑшал, ни револьвер, ни ҫӗҫӗ, костыль те пулин пулман. Комиссар Мересьева пӗр пачка ҫыру пачӗ. Эпӗ Соньӑна курайми пулса тӑтӑм, пурпӗрех ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӑм; вӑйӑ пӗтсен, ҫак ултавҫӑ хӗр, Сережӑпа Катенька, виҫҫӗш пӗрле, кӗтесселле кайрӗҫ те тем ҫинчен вӑрттӑн калаҫа пуҫларӗҫ. — Кунашкалпа эпӗ хӑтланмастӑп та. Хунарсем шутсӑр нумай… пур ҫӗрте те электричество ҫунать. Хреснашшӗ чиновниксем ҫинчен каланӑ чух, Фома апатра пулнӑ ҫынсене аса илнӗ, унӑн куҫӗ умне хайхи йӗрӗ секретарь тухса тӑнӑ, вара ун пуҫӗнче пӗр шухӑш вӗлкӗшсе кайнӑ: ҫав чӑп-чӑмӑркка этем, — шухӑшланӑ вӑл, — тем тесен те ҫулталӑкра пин тенкӗрен ытла илеймест пуль, манӑн ак — миллион. — Тсс, тсс, тсс! Вӑл мана паракан укҫасем яланах ун вӗри аллинче темле лайӑх маррӑн ӑшӑнса кайнӑччӗ. Ҫӑлӑнас тесен мӗнле те пулин урӑх меслет шутласа тупмалла, пӗр секунда ҫухатмасӑрах тупас пулать, мӗншӗн тесен тӑшман халех ман ҫине ыткӑнать. — Аврам бай ӑна ниепле те ярас ҫук! — Господин Паганель, — терӗ Элен, — эсир ман салона кӗрсе хисеп тӑвассине шансах тӑратӑп эпӗ. — Мӗскер тӗрӗс мар? Ҫапларах-мӗн ҫав, Диц поручикшӑн юрату хыҫӗнчен йӗрӗнӳпе йӑлӑху-йӗпхӗрӳ каять, Дантешӗн вара пӗтӗм юрату — чеченлӗх, ытарса тӑранайманлӑх, ҫуркунне! Усал туман пулсан, мӗншӗн-ха эсир мана ҫавнашкал чунсӑр пулса кӳрентертӗр? Тӗрме! 93-мӗш ҫул мӗнпур вӑйсене пухнӑ ҫул пулчӗ. — Анчах та ку сахал. Сакӑр кун хушши вӗсем ҫулҫӳрӗвҫӗсем хыҫҫӑн сылтӑм ҫыранпа пытанса пычӗҫ. Чупкалать… Вӑл хӑвӑрт тумланчӗ, урама чупса тухрӗ те темиҫе минутран хайхи ватӑ джентльмен пурӑнакан дача крыльци умне ҫитсе те тӑчӗ. Атте… Ҫӗнӗрен ушкӑнланнӑ шайкӑ лорнетсем ҫакса тухнӑ, чӑннипех хӑрушӑланса кайнӑ. Чугун ҫул тӑрӑх поездсем вӗҫӗмсӗр ҫӳреҫҫӗ. Тӳремлӗхе ҫӑлтӑрсен тӗрӗс мар ҫути анчах ҫутатать, Гуамини шывӗ пӗр сас кӑлармасӑр икӗ ҫыранӗн хушшипе юхса выртать. — Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — тесе ыйтрӗ пичче ӑшшӑн хӑйӗн хӗпӗртенӗ куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑнине пытарма тӑрӑшса. Ытлашшипех пиҫсе ҫитнӗ дыньӑсем каҫсерен хыттӑн шаплатса ҫурӑлаҫҫӗ, вӗсен вӑррисем вӑйлӑн сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, ҫакӑ вара кӑштах ҫимӗҫ пуҫтарнин, юратусен, туйсен тата хӗл умӗнхи канӑвӑн тапхӑрне аса илтерет. Королева музыкӑпа тӗрлӗ шӑв-шав витӗрех шыв шӑпӑртатса сирпӗннине илтет; пӑхнӑҫемӗн шухӑшлать: «Эсир пурте ырӑ йӑхлӑ, ӑслӑ, пуян, эсир мана ҫавӑрса илтӗр, манӑн кашни сӑмаха тимлесе итлетӗр, эсир пурте ман умра вилме хатӗр, сире хам алӑра тытатӑп… анчах ҫавӑнта, фонтан патӗнче, ҫав шӑпӑртатса сирпӗнекен шыв умӗнче, манӑн савниҫӗм, мана хӑй аллинче тыткалакан тӑрать. Ҫакӑншӑн вара мана хамӑрӑннисем юратмаҫҫӗ, анчах мана пурпӗрех. Хӗрӗх ҫынлӑ эртель вырӑнне ман умра халь пӗр ҫын кӑна пулчӗ. Мистер Дэнс мана лаша ҫинчен анса ҫурт алӑкӗнчен шаккама хушрӗ. Мана лаша ҫинчен анма лайӑхрах пултӑр тесе, Доггер йӗнер пускӑчине пачӗ. — Пӗлетӗн-и, Дмитрий, — терӗм эпӗ тусӑма, хам мӗн каланине Варенькӑна илттерес тӗллевпе ун ҫывӑхнерех пырса, — эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: эхер вӑрӑмтунасем пулмасан, ку вырӑнта лайӑххи нимӗн те ҫук, халӗ ӗнтӗ, — хушса хутӑм эпӗ, хама ҫамкаран шаплаттарса тата чӑнах та пӗр вӑрӑмтунана лапчӑтса хурса, — ку пӗтӗмпех япӑх. Ун аттинчен хӑйпӑнса ӳкнӗ-и ман парне е ҫук-и? — Сик, ывӑлӑм! — илтрӗ Артём хӑй хыҫӗнче тӑракан Политовский сассине, аллине карлӑкран вӗҫерчӗ. Йӗкӗтсене пухатӑп та ак — тытӑнатпӑр вара эпир вӗсене ҫунтарма, вилеслех ӳлеме тытӑнӗҫ! Семён Дегтярев чи малтан Юргин патӗнчен аяккарах пӑрӑнса хыттӑн каларӗ: — Кӑна тивме юрамасть. Ҫул сасартӑк айккинелле пӑрӑнчӗ те, пурте куҫран ҫухалчӗ. Озеров майор ӑна ӑста купӑсҫӑ ятне илтнӗ Петя Уралеца панӑччӗ. Ку вӑхӑтра экипажсем алкум умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ку сӑмахсене Ромашов пачах пӑшӑлтатса каларӗ, анчах ик офицерӗ те вӗсенчен шартах сикрӗ, куҫӗсене те пӗр-пӗринчен вӑрах хушӑ уйӑраймарӗҫ. Анчах Негоро пуҫне чаплӑ шухӑш пырса кӗчӗ. — Эсӗ тӗрӗс калатӑн, — тенӗ Синопа. Эсӗ кулатӑн, вулаканӑм. — Мӗн суйса пачӗ-ха автор! Сана ӗҫтермеҫҫӗ-и, пуҫ таймаҫҫӗ-и: Дмитрий Алексеич, турӑ пул, пулӑш, эпир сана ӗмӗр-ӗмӗр тав тӑвӑпӑр, тесе сӑхман арки айӗнчен пӗр-ик тенкӗ алла тыттармаҫҫӗ-и вара? Зиночка тӗтре ӑшнелле чупса кӗрсе кайрӗ те кӗсменсем ҫӗклесе таврӑнчӗ. Анчах кунта сарӑхнӑ куҫлӑ тӑсӑк хутшӑнчӗ. Шӑлнӗпе пиччӗш, святой иконсене мӑйӗсенчен ҫакса ячӗҫ те, ватӑ амӑшне аса илсе шухӑша кайрӗҫ. Паллах, Лӑпкӑ океанри утравсем ҫинче, тен, Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ хӗрринче. Эпӗ кунта урядник патӗнче пурӑнатӑп. Сутӑн илекенсем иккӗшӗ те тына пӑрӑва тимлӗн сӑнама, хыпалашма пуҫларӗҫ, унтан кӗрнекли йӑлӑхтармалла хаклашма тытӑнчӗ, тепри, чӑпӑрккалли, тунсӑхлӑн шӑхӑркаласа, кил карти тӑрӑх утса кайрӗ, чӑх витине те, пушӑ лаша витине те, хӑйне пачах та кирлӗ мар ҫӗре те пӑхса ҫӳреме пуҫларӗ… Чугун ҫул ҫинче ӗҫ шыракансем ялсене саланса пӗтрӗҫ. Ҫывӑрасса та вӑл такампа ятлаҫса е такама ятласа ҫывӑрнӑ. Ҫемҫе юр ҫийӗпе ашса пыма аптрасах каймарӗ-ха, анчах та ҫил вӗрсе хытарнӑ, пӑрланнӑ ҫул ҫине тухсанах, урасем чӑтмалла мар хытӑ ыратма тытӑнчӗҫ, Алексей урӑх пӗр утӑм ярса пусма та пултараймарӗ — каллех чарӑнчӗ. Анчах ерипенрех утӑр — ниҫта та васкамалли ҫук пирӗн. Енчен Марийка Колчона лайӑхрах пӗлнӗ пулсан, Огнянов урӑх ҫынна пӗлтерме хушман хыпарне каласа панах пулӗччӗ, вара Колчо ҫав Соколов вырӑннех тупӑннӑ пулӗччӗ. — Манӑн пӗлес пулать ун ҫинчен… Акӑ мӗн ҫинчен шухӑшларӗ Уэлдон миссис. Кӗрех, калӗҫ унта! Таврари сӑртсен тайлӑмӗсенчен анакан шывсем пурӑна-киле ҫав авӑра тулса ларнӑ. «Комендорпа прислугӑна тупӑ патне», пӗр вунтӑватӑ матрос вара ҫав самантрах, хаваслӑн, хӑшӗ чӗлӗмне кӗсьине чиксе, хӑшӗ ҫисе яма ӗлкӗреймен сухарине кӑтӑртаттарса, тимӗр ҫапнӑ кӗлеллӗ аттисемпе платформа тӑрӑх шаклаттарса пырса тупӑ патне ҫитӗҫ те ӑна авӑрлӗҫ. Ҫак вӑхӑтра пӗлтерӳ умӗнче сарлака хул пуҫҫиллӗ, ҫӳллӗ ҫын чарӑнчӗ, — калпаксӑр, тумӗпе — салтак, пиҫиххисӗр кӗпепе, урисем обмоткӑпа. Ура ҫине тӑрса ӳкнӗ хыҫҫӑн Алексей пӗр хушӑ ӑнсӑр пулса выртрӗ, анчах та ҫывӑхри хӑрушлӑха туйнипе вӑл каллех тӑна кӗчӗ. Тельмарш пӗр виле хӑвармасӑр, ҫав тери тӗплӗн пӑхса тухрӗ: вилесен кӗлеткисене йӑлтах пульӑсем шӑтара-шӑтара тухнӑ. Пысӑк опытлӑ ҫын пек — сӑмсипе туять: кунта, икӗ ҫак енсӗр пуҫне, тата виҫҫӗмӗшӗ те пур, — вӑрттӑнни, шалти. — Кам ку? Малти танкӗ, тӗксӗмскер, аяккисенче шурӑ хӗреслӗскер, ҫаплах-ха ҫул тӑрӑх вӗҫтерсе пырать. Авель Тасман ҫыран хӗрне шлюпка янӑ та, унпа пӗрле вара тата темиҫе кимӗ ҫинче ларса судно патне туземецсем пынӑ. Ку ачашлани е асӑрхаттару пулнине эпӗ ӑнланмарӑм, сых ятне хам хулпуҫҫи ҫине хунӑ пысӑк та ҫирӗп алла чуптуса илтӗм. Акӑ уйӑх хуралтан кайрӗ, юхан-шыв ҫийӗ тӗттӗмленчӗ; унтан йывӑҫ тӑррисенче ярӑм ҫутӑ курӑнчӗ — эпӗ ӑнлантӑм: часах тул ҫутӑлмалла. Хӗвеланӑҫӗнчен каллех ҫумӑр капланса килме пуҫларӗ. Кунсӑр пуҫне тата мӗн чухлӗ хурлӑх! Хама хӗрхеннине тӳсме пултараймастӑп эпӗ. Гальвей ҫынни тӑчӗ те кӗленче ларнӑ кӗтесселле утрӗ. Ун чӗрине йывӑр аса илӳсем канӑҫ памарӗҫ. Тӑррисене касса тикӗсленӗ ҫӑкасемлӗ тата тӑватӑ кӗтеслӗ пӗвепе тӳрӗ аллейӑсемлӗ кивӗ сад ӑна килӗшмен; вӑл акӑлчансенни пек садсене, Англири пек ҫутҫанталӑка юратнӑ. Ҫапах та вӑл Троекуров садне ырланӑ, кӑмӑла кайнӑ пек кӑтартнӑ. — Сан ялан — «тыттарчӗ» те «тӑхӑнтартрӗ». Зал урайӗнче приказнӑйсем ҫывӑрнӑ. Фомана ҫак вырӑнта хӑрушӑ пула пуҫланӑ, вӑл чӗтӗре-чӗтӗре илнӗ; унӑн, тӗлӗрсе лараканскерӗн, ыйӑхӗ вӗҫнӗ, вӑл хреснашшӗн сассине илтнӗ, леш, сухалне чӗпӗткелесе:— Иш, епле чӑрсӑрланать, — тесе ҫӑмӑллӑн кулкаланӑ. — Ӗнер ҫеҫ килнӗ… Паллах, эпӗ сирӗн сӑмсӑра лартнӑ пулӑттӑм, анчах ӗненӗр ман сӑмаха, ку начартарах пулать. — Хӗлле каяймӑн. Эпӗ — каллех… Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, пуринчен ытла ҫӗрлесенче, ун патне чикансем, улшуҫ-хуҫасем кӗркелесе тухатчӗҫ. Чылай тертленнӗ хыҫҫӑн юлашкинчен фор-брам-стеньгӑпа грот-стеньгӑна антарчӗҫ, — мачтӑсем ҫав тери хытӑ сулланчӗҫ, хастар матроссен умне ҫак хушӑра темиҫе ҫӗр хут та шыва сирпӗнес хӑрушлӑх туха-туха тӑчӗ. Мӗншӗн будка патне каять-ха вара вӑл? — Ыйтӑр — тупӑнӗ. Вӑл Давыдов ҫине хӑяккӑн, вӑрттӑн пӑхса илчӗ те, хулпуҫҫийӗпе хупланса, пӗчӗк ӑшӑ тӗркеме лифчикӗ айне чикрӗ. Ҫапах та этӗ хам Испани королӗ пулнине каламарӑм. Ӑҫта чаватпӑр-ха ӗнтӗ эпир? Ҫав самантра унта Николай Недкович та пырса ларчӗ. Петрӑн ӑна шеллес килсе кайрӗ, урайӗнчен тӑмасӑрах, вӑл шӑллӗне:— Пар ӑна, — терӗ. Килӗшӳсӗр марри пур. «Кайса патӑм, вӑл рыцаре тав тума хам пырӑп терӗ». Япалисене тирпейлесе пальто тӑхӑнсан, алӑк патӗнче эпир Нина Капитоновнӑпа сывпуллашнӑ чух ҫак кӗтес ҫут тӗнчере чи пӑрахӑҫа тухнӑ вырӑнччӗ пулас. Король киличчен герцог та: «Лайӑх ӗҫлесе илтӗм-ха», — текелерӗ, анчах лешӗ килсен, унӑн шухӑшӗ улшӑнчӗ. Язь ашшӗ — «Путсӗр мужик» ӳркенсе хурал чанне ҫапать; кашни расах, вӑл кантрине туртнӑ чухне, кантри чиркӳ ҫинчи тимӗр листӑран ҫакланса йынӑшнӑ пек кӑчӑртатса илет, унтан пӗчӗк чан сасси танлатни илтӗнсе каять, — вӑл кӗскен те кичемӗн янраса илет. Паттӑрлӑх сахал имӗш. Хутаҫра хыпкаламалли пур. Токарев Соломенкӑра парти райкомӗнче секретарь пулса ӗҫлет. — Эпӗ, чӑнах та, пӗлместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Мӗнле пулма пултарайман япала? Ӑҫтан килет вӑл шӑршӑ? Ҫапах кӗнеке пичетленсе тухнӑ, чиркӳ хуҫисем вара урсах кайнӑ. Вӗсенчен пӗрисем шыҫса тӑртаннӑ лапсӑркка урисене мала кӑларса пуснӑ та куҫӗсене хӗссех тӗлӗреҫҫӗ; теприсем ним тума аптранипе пӗр-пӗрин ҫумӗнче хышаланаҫҫӗ е крыльца патӗнче ӳсекен тӗттӗм симӗс тӗслӗ хытӑ упасарри ҫулҫисемпе тунисене ҫырткаласа илеҫҫӗ. Эпир лӑпах вӑхӑтра, мустангера ягуар чӗрнисенчен хӑтармашкӑн ҫитрӗмӗр. — Хальхи вӑхӑтра отрицани усӑллӑрах — эпир ҫавна йышӑнатпӑр. Суккӑр, малта пыракан экипажӑн кустӑрмисем кӑлтӑртатнине тата ытти утсен ура сассисене итлеме хӑнӑхнӑскер, юланутпа ҫӑмӑллӑн та ирӗккӗнех ҫӳреме пултарнӑ. — Акӑ мӗн эс, — терӗ Марийка чӑнласах каланӑ сасӑпа, — час таврӑнмасан — тухса таратӑп! Кӑна пурте ӑнланаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсен кандидатури пирки ҫине тӑмарӗҫ. — Пӗтӗмпех йӗркерен каласа парӑп. Сазин енерал вилсен, сирӗн аннӗр мана хӑй патне чӗнсе илчӗ. «Карл Иваныч! Пустуй япала кӑна. Его величество хушнипе мана хама мӗн кирли ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ. — Часах унта ҫитӗпӗр эпир, Джек, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Ну, сана пӗтӗмпех каласа патӑм. Ну, тӗрӗссипе калӑр ӗнтӗ мана, сударыня: сирӗн ҫумра пӗр тумлам та пулин пур-и? Тарҫӑсем парса тухнӑ чее ӗҫнӗ хыҫҫӑн Дерпт студенчӗ Фростран:— Фрост, эрех ҫине сахӑр ҫунтарса яма пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӗ вырӑсла. — Ват чӑх та апчху тӑвас ҫук». Пирӗн лекарь ӑна ӑшӑтса, тӗрлӗ микстура ӗҫтерсе чылай асаплантарчӗ пулин те, Бэла тепӗр кунхине кӑнтӑрлачченех лӑпланса выртрӗ, пӗр сӑмах та каламарӗ вӑл, мӗн хушнине пурне те итлерӗ. Апла эппин, эсӗ мана… качча тухатӑн? Старик хӑй билетне кӑларса пачӗ. Анчах тата темскер урӑххи те хӗре тарма чарнӑ. Унтан пуҫӗнчи явлӑкне сӳсе илчӗ, тет те, турине кӑларчӗ, тет, Тимошкӑн ҫӳҫне тураса якатрӗ, унтан тутине чуп турӗ те кайрӗ, тет. Пӗчӗк Мазин сасартӑк пӑшатан пек сиксе тӑчӗ те чӗтрекен сасӑпа:— Эпӗ… эпӗ тупа тӑватӑп! Эпӗ пӗлетӗп — эсир мана суд туса хунӑ ӗнтӗ, — терӗ. Унтан Саша хӑйӗн хулпуҫҫи ҫинчен амӑшӗн аллине антарчӗ те, кӗлеткипе чӗтренсе илсе:— Ҫапла, сирӗн сӑмахӑр тӗрӗс, — терӗ, — эпӗ калани вӑл ахаль ҫеҫ, нервӑсем ҫеҫ… Тата икӗ сехет утрӗ вӑл, ӗнтӗ ял хыҫҫӑн ял кая тӑрса юлчӗ, малта тинех темӗн ҫуталнӑ пек курӑнчӗ. Вӗсем хӑйсем индеецсем пек тумланнине каласа панӑ. Павел Данило ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӗ; лешӗ пӗр туймасӑр, ҫӑварне карса пӑрахса, сӑмсипе темӗнле те шӑхӑрттарса ҫывӑрать. Ах! — тесе ассӑн сывлакаласа илнӗ вӑл. — Ҫавӑ вӑл пулма пултарас ҫук! — Суранланнисене мӗн тума хушатӑр? — Машинист та… Мӗн пирки хӑвӑн пурнӑҫна пӑсмалла тата мӗн пуррипе усӑ курмалла мар? Хыпаланнипе вӑл хӑйӗн кӗсрине кукуруза ҫисе тӑранма та паман. — Ҫапла, — тенӗ Суламифь шухӑшлӑн, — тен, тӗрӗс те, этем куна нихӑҫан ӑнланаймӗ. Атӑл халь ҫеҫ тапраннӑччӗ-ха, ун ҫийӗпе, пӑтранчӑк шыв тӑрӑх, сулӑнкаласа, кӑвак кӑпӑшка пӑрсем ярӑнаҫҫӗ, досчаник вӗсене хӑваласа ҫитсе иртсе пырать, вара вӗсем досчаник хӗррисене сӗрӗнеҫҫӗ, пырса ҫапӑннипе ҫивӗч кристалсем пулса саланса каяҫҫӗ. Камсемпе пӗрле эсӗ? Ҫав купец майри ырхан, лапчӑк, салтак пек тӳрӗ хӗрарӑм, сӑн-пичӗ унӑн — аскет-монахинӗнни пек типӗ, куҫӗсем пысӑк та кӑвак, тӗксӗм шӑтӑксенче пытанса тӑраҫҫӗ, хура сараппан, авалхи йышши пурҫӑн шлепке тӑхӑннӑскерӗн, хӑлхисенче ҫав тери сип-симӗс тӗслӗ чулсем кӗртсе лартнӑ алкасем чӗтренсе тӑраҫҫӗ. Андрей килсе кӗчӗ; вӑл хӗрелсе кайнӑ, салху. Хӗвел тӳпене хӑпарса ҫитнӗ. — Тург мӗн вара вӑл? Ку пачах пулма пултарайман япала. Эпӗ ҫывӑрма выртнӑ чух тесака салтса хунӑ пулсан, вӗсем мана татӑкӑн-татӑкӑн вакласа ҫисе яратчӗҫ. Андрейпа Павел пӗрмай тенӗ пекех пӗр защитникпа шӑппӑн калаҫса ларчӗҫ — амӑшӗ ӑна унччен Николай патӗнче курнӑччӗ. «Эхе!» терӗ Ковалев, хавасланнипе кӑтех ҫара уран ташша ҫапмарӗ, Иван пырса кӗш ҫеҫ кансӗрлерӗ. — Мӗншӗн тесен, вулкан кратерӗнче лава туллиех пулас, чулсем те вут пек хӗрсе тӑмалла унта… — Ҫаплах ачасене вӗрентет, амӑш. Унӑн ҫулӗ урлах пӗр хура тилӗ, темӗнле кайӑка ҫӗклесе каҫса кайрӗ. — Auf, Kinder, аuf!.. s’ift Zeit. Мура кайтӑрах тата; вӑл пире асаплантарасшӑн пулсан, ан тив хӑй асаплантӑр. Мана урамра ан курччӑр тетӗп эпӗ. Пӗчченех-и? «Чӗрӗ, чӗрӗ, чӗрӗ-ха эпӗ!» темиҫе хут та каларӗ хӑй ӑшӗнче Алексей. Планетӑсемпе ҫӑлтӑрсене наукӑлла сӑнас тесен, вӗсен тӳпери вырӑнне, Ҫӗр чӑмӑрӗн картти ҫинче пӗр-пӗр хулан вырӑнне тупнӑ пек, тупмалла пулнӑ. — Санран ыйтман чухне, шӑлнӑ ҫырт! — терӗ Сильвер унӑн сӑмахне тарӑхса татса, унтан малтанхи пекех манпа хисеплӗн калаҫма пуҫларӗ. Ял-хула — вут-ҫулӑмра. Кӗтӳсем тара-тара пӗтнӗ. Анчах Гленарван хӑйӗн малашнехи шӑпи ҫине шанӑҫ хурса хӑйне хӑй лӑплантармасть. Ҫулпуҫне вӗлернӗшӗн хӑйӗн пуҫӗ пӗтессине вӑл аванах пӗлет. Анчах дикарьсем ӑнланнипе вилӗм тени вӑл асапсене вӑхӑтсӑр вӗҫленнине кӑна пӗлтерет. Ку ӗнтӗ куҫ кӗрет йӗкӗлтени пулчӗ, Стайка вӑтаннипе ниҫта кайса кӗреймерӗ. Пит ҫӑмарти унӑн писев сӗрнӗ пек хӗрелсе кайрӗ. Пӗр-пӗрне килӗштерменнине пӗлтерекен ҫырусене питӗ ансат, яланах калакан фразӑсемпе сырмалла. Яков — крепостной хресчен, питӗ шанчӑклӑ, ӗҫе тӑрӑшса тӑвакан ҫын; вӑл, ытти лайӑх приказниксем пекех, улпут пурлӑхне ытла та хӗрхенет тата ӑна пайта кӳрессине ҫав тери тӗлӗнмелле ӑнланать. «Пӗлетӗп сана мӗн ҫитменнине: акӑ мӗн!» Юнашар пӳлӗмрен аллине ҫыхса лартнӑ Николайпа арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, чӗрӗп пек шӑртланнӑ тухтӑр Иван Данилович тухрӗҫ. Нимӗҫсем ӑна ашшӗ-амӑшӗсемпе пӗрле минӑсем хурса тултарнӑ хир тӑрӑх хӑваланӑ. — Ку — манӑн юрӑ мар, вӑл халӑхӑн телейсӗр пурнӑҫӗнче чиртен чӗрӗлме кирлӗ япала пулнине ӑнланмасӑрах, ӑна пиншер ҫын юрлать. — Ну, мӗнле — кайрӑмӑр-и? Тата мӗн кӑмӑллине пӗлетӗр-и, — ҫаврӑнчӗ вӑл Воропаев енне, — эрехсем пирӗн ҫултан-ҫул лайӑхланса пыраҫҫӗ. Суйнине вӑл пур ҫӗрте те тенӗ пекех тупнӑ. Ҫакӑ пирӗн ултавҫӑсене чылаях шиклентерчӗ, анчах ватсупнӑ король, герцог кирек мӗн каласан та, пурпӗр хӑйӗннех перет, герцогӗ хӑрани вара уҫҫӑнах курӑнать. — Итлӗр! — кӑшкӑрнӑ подрядчик. Выльӑх-чӗрлӗхе вӑтам хресчене тавӑрса паманни вӑл — тӗрӗссипе, ӑна хӗстерсе хурас тени пулса тӑрать-ҫке, э? Палӑртайми нумай вӑхӑт иртрӗ. Гусев ҫиес килнипе, выҫса ҫитнипе вӑранса кайрӗ. — Эпӗ пӗлместӗп, — терӗ господин. Ку Володя сасси пулнине тавҫӑрса илтӗм те, хам тавҫӑрма пултарни мана хӗпӗртеттерчӗ, анчах эпӗ ӑна хирӗҫ кӑштах йӑл култӑм та малалла утрӑм. — Кунсӑр пуҫне ҫул ҫинче татах шывсем тӗл пулӗҫ-ха. Катя, пачах урӑхла, куҫ хӑрпӑкӗсене усса хурать, куҫне хӗсет, ҫывӑхрине кӑна куратӑп тесе ӗнентерет, анчах вӑл лайӑхах курнине эпӗ питӗ аван пӗлетӗп. Ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ унӑн, куҫӗ тигрӑнни пек йӑлкӑшма тытӑнчӗ, урӑх нимӗнрен те хӑрамасӑр ҫӗкленчӗ те, алӑк умне тӑрса, таса тӗрӗк чӗлхипе: — Ҫара йытӑсем! Ну, Митяй хытӑ вӗренетчӗ, Жаркий вара манран инҫех каяйман. — Санӑн пӗрре пур — ҫитет. Джемма пуҫне усрӗ те нимӗн те каламарӗ. — Калӑр-ха, хаклӑ Паганель, — тесе пуҫларӗ кун хыҫӗнчен Гленарван, — сирӗн шухӑшӑрпа экспедицинче камсем пулмалла пек? Гаррик мистер; — Вӑл йӗрӗннӗ пек пысӑк сарӑрах шӑлӗсем витӗр чӑрт! сурчӗ. Вӗсем хулпуҫҫийӗсем ҫинче хулӑн каштасем, юман рычаксем, вӗренсем йӑтса пычӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн хӑйӑр тӑрӑх вата тӗртевҫӗ уксахлакаласа Никитӑпа юнашар пычӗ, хӑй пӗрмай мӑкӑртатрӗ: — Вӑл хӑйӗнне тӑватех! Сан ӑна ҫакса вӗлерме хушмаллаччӗ. Лӑпкӑ ҫынччӗ, никама нихҫан кӳрентермен. — Юрӗ эппин, эсӗ каланӑ пек пултӑр! — терӗ вӑл. Хӑвӑрт ҫӳрекен хитре «С» — Киевалла тухса кайма хатӗр тӑракан пассажир поезчӗн паровозӗ — хӑйӗн янӑравлӑ таса пӑхӑр сассипе ыттисене хупласа лартрӗ. Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ, тет, — хӑй шухӑшне малалла тӑсрӗ вӑл… Дамӑсем ҫырткаламаллисемпе турилккесем майлаштара-майлаштара лартрӗҫ, арҫынсем вӗсене ӳстерсе тунӑ тараватлӑхпа шӳтлеше-шӳтлеше пулӑшса пычӗҫ. — Тем парсан та, доктор! «Мӗнле? Юлашки вӑхӑтра вӑл Ҫӑрттан умӗнче хӑйне пӗртте ӗҫлӗ ҫын пек тытаймасть, ун ҫине кулмасӑр пӑхма та пултараймасть, халӗ те акӑ вӑл, лешӗ хирӗҫ каласса кӗтсе, куҫне хӗсрӗ, ҫӑварне малтанах аллипе хупларӗ. — Сысна». Эсӗ мана, чӑннипех ырӑ тӑвасшан пулсан, Оренбурга тухса кайма ирӗк пар. Ку нимех те марччӗ-ха! — илтӗнчӗ алӑк патӗнче Доминикино сасси. Том кӑшкӑрса янӑ. Аван мар капла, намӑс та, факт! Ҫынсене пӗр купана купаласа хунипе усси пурпӗрех пулас ҫук, юмахри евӗрлӗ кӑна пулса тухӗ: акӑш вӗҫме хӑтланать, ракӗ ӑна хӳринчен ярса тытнӑ та каялла сӗтӗрет, ҫӑрттанӗ тата — шуйттанланса кайнӑскер, шывалла туртать… — Эсир килнӗшӗн эпир хавас, пирӗн савнӑ Давыдов! — Эпӗ сана каланӑччӗ, каллех калатӑп: хама ырӑ калакансене юратнӑ пек туйӑнать мана, анчах лайӑх тишкӗрсе пӑхсан, чӑн-чӑн туслашу ҫуккине куратӑп. Хӗрарӑм урапа ҫинчен ӳксе юлсан — кӗсрене ҫӑмӑлтарах теҫҫӗ, — касса татнӑ пек каласа хучӗ Давыдов. Анчах мӗн тери пысӑк ӗҫ тунӑ, мӗн чухлӗ вӑй хунӑ пулнӑ кунта! Лена, ним шарламасӑр, кунне тӑватшар хут ун умне е чей, е сӗт, е типӗтнӗ панулми ярса вӗретнӗ шыв тултарнӑ стакан пыра-пыра лартать. — Фу, мӗн тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ку! — тенӗ те вӑл ачисем патне кайнӑ. Эпӗ унӑн кашни утӑмне сӑнаса тӑнӑ; ӑҫта ҫӳрет вӑл, ӑҫта каять, — эп йӑлтах пӗлнӗ… Вӑл географипе вӗрентекен учитель Кораблев иккен, ӑна пӗтӗм шкул кураймасть. Пӗрремӗшӗ — таҫтан килнӗ вӑл кунта — лядовски те мар, бржозовски те мар, пестовски те мар. Ҫу-ук, ачасем, тӗнчен ҫӗнӗ майлӑ пурӑнма вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ, сочинени таврашсене пӑрахас пулать! — Дмитрий Андреевич, ямшӑк кӗтесшӗн мар! — терӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ тата шарф ҫавӑрса ҫыхнӑ ҫамрӑк тарҫӑ, пӳлӗме кӗрсе. Вара, таврара мӗн пуррине асӑрхамасӑр, пысӑк утӑмсемпе малалла утрӗ. Каҫхи шурӑмпуҫӑн хӗрлӗ ҫути те сӳнмен-ха, хӗвеланӑҫ еннелле пӑхса ларакан ҫуртсем унӑн ӑшӑ ҫуттипе ҫуталаҫҫӗ-ха; ҫав вӑхӑтрах уйӑхӑн шупка сивӗ ҫути вӑйлансах пырать. Вӗсен урисем айӗнче, шурӑ уйӑх ҫути ҫутатнӑ ҫӗр ҫинче, кӑмрӑк пек хура мӗлкесем хускалса пычӗҫ, унта та кунта сапаласа тӑкнӑ ылтан укҫасем пек, кӗркунне майӗпе тӑкӑннӑ малтанхи ҫулҫӑсем йӑлтӑртатрӗҫ. Нумайӑшӗн тути-ҫӑварӗ хӑпаланса юн сӑрхӑнса тухас пек ҫуркаланнӑ. Унтан, ҫӑнӑх тек ан юхтӑр тесе, михӗ шӑтӑкне кантрапа ҫыхрӑм та ӑна пӑчкӑпа пӗрле кимӗ ҫине каялла кайса хутӑм. Струльдбругсем хуть хӑш ҫемьере те ҫуралма пултараҫҫӗ, анчах вӗсем темиҫе ҫултан ӑнсӑртран кӑна ҫуралаҫҫӗ. Пӑртак сывлӑхлӑрах ыйткалакан ун патне кӗрсен, ӑна вӑл хӑтӑрса тӑкнӑ: — Кай кунтан! — тенӗ вӑл ӑна. Ватӑ господин хӑй те Познаньрен-ҫке». Малтанхи хут уйрӑлнӑ чухнехи пекех, чӗрем ыратас пек тапать. Айртона антарса хӑварма утрав тупасси ҫеҫ юлчӗ. Ӑна хӑй патне пӗчӗк пӳлӗме чӗнсе кӗртрӗ, шурӑ эрехпе хӑналарӗ; унтан, куҫне намӑссӑррӑн мӑчлаттаркаласа, ҫапла ыйтрӗ: — Колхоза юхӑнтаратӑн пулать? Кирек мӗнле пулсан та, ман пичче, — эпӗ ҫакна уйрӑммӑнах татса калатӑп, — чӑн-чӑн ученӑй. Эпӗ кунта килни пӗр виҫ-тӑватӑ минута ҫеҫ. Чее атаман калама чарӑнчӗ. — Мӗншӗн? Унччен нумай хут пулса курнӑ асьенда кунтан тата тепӗр ҫӗр мильӑра пулнӑ пек лӑпкӑ тытать хӑйне лаша. Антӑн-и, Егорий? Амӑшӗ йӑл кулса илчӗ, Сашӑна хирӗҫ калама сӑмах тупаймасӑр, ассӑн сывласа ячӗ. Анчах эпӗ асӑрханса лартӑм: эпӗ Плетнёв гектографпа темле листовкӑсем пичетленине пӗлеттӗм. Ҫав арҫын вӑл — Морис-мустангер. Ҫапла нимӗн иккӗленмелли те юлмарӗ: тӑвӑл вӑхӑтӗнче эпир асӑрхайман хушӑрах ҫил улшӑнса, пирӗн сулла каялла, хамӑр тапранса кайнӑ ҫыран хӗррине, пичче питех инҫене юлчӗ тесе шутланӑ ҫӗре хӑваласа пынӑ иккен. Анчах мӗнле шанчӑклӑ ачашлӑхпа илтӗнчӗ-ха ҫак «мӗн?» тенӗ пӗр сӑмах! Унтан мистер Эрроу сирӗн кӑмӑла каймасть пек туйӑнать. Калама ҫук хитре унӑн кӗре те ялт-ҫутӑ пичӗ. Вӑл пушшех чиперленсе кайнӑ халь. Кашни ҫурт стени ҫинче артиллери снарячӗсем ӳксе сирпӗтнӗ е ҫӗмӗрнӗ шӑтӑксем палӑраҫҫӗ — эпӗ тупаймастӑпах терӗм. Алвиш — чура сутуҫин унчченхи агенчӗ, Луанда тӗрминчен тарнӑскер, нимӗн чухлӗ те улшӑнман, урӑхла каласан, вӑл яланхи пекех хуть мӗнле тискер ӗҫ тума та хатӗр. Хам сӑнама пултарнӑ тӑрӑх, ытти пур чӗрчунсемпе те танлаштарсан, ехусене алла килӗштерсе вӗрентме ҫав тери йывӑр. Эпӗ, тен, хамах Варшавӑна ҫул тупнӑ пулӑттӑм; анчах мана путсӗр ляхсем палласа тытса хупма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен эп чееленме ӑста мар. — Акӑ ме, ил, — терӗ вӑл, Огнянова ҫӑкӑр парса — инкек курассу килмесен, хӑвӑртрах парӑнма тӑрӑш. — Ҫук, тӑхта! — терӗ Николай янӑравсӑр. Таканӗ пӑхӑр, тата вӑл питӗ пысӑк, пӗренене те чӑтма пултарать. Мӗнрен хӑратӑн? Эпӗ питех те асапланатӑп, нимӗн те тума май ҫуккипе пушшех пӑшӑрханатӑп. Калас пулать, паян мӗскер пулса иртнине Паганель манма та ӗлкӗрнӗ, унӑн шухӑшӗсем пӗтӗмӗшпех инкеклӗ документран тата темӗскер тупасшӑн ҫавӑрӑнаҫҫӗ. Хупахсенчен вуншар витре кӗрекен юман пичкесене урамалла кустарса тухаҫҫӗ. Вӑл ҫывӑрман иккен; темле пысӑк ӗҫ пулса иртни ҫинчен тавҫӑрса илчӗ пулас, — вӗсенчен ним те ыйтмарӗ. Дубков хура ҫӳҫлӗ, тӗреклӗ те пысӑк мар арҫын, вӑл ҫамрӑках мар ӗнтӗ, кӗске ураллӑ, анчах илемсӗр мар тата яланах савӑк. Ашшӗсем ачине малтан курнӑ чух тата кайран уйрӑлса кайнӑ чух ҫеҫ чуптума юрать. Унӑн сулахай урине пӗҫ тӗпӗнченех касса татнӑ. Сулахай хулпуҫҫи айӗнче вӑл костыль татнӑ, ӑна вӑл, кашни утӑмрах, кайӑк пек сиккелесе, ҫав тери ҫӑмӑл тыткалать. Анчах та залра, хӑйсене кӗтсе илекен Марья Кириловнӑна курсан, ватӑ хусах унӑн илемӗпе тӗлӗнсе ӑнран кайрӗ. Контролер иртсе пынӑ чух сак айне кӗрсе выртмалла мар манӑн. Американецпа португал тахҫантанпах пӗр-пӗрне пӗлеҫҫӗ, тинӗс хӗрринче ӑнсӑртран тӗл пулса, «Пилигрим» ҫыннисене хирӗҫ вӑрттӑн кавар тупӑ текен шухӑшсем чылаях ҫыхӑнуллӑ. Вӑл ним те ӗҫлемест, шухӑшламасть те пулас; шухӑшлать пулсан, шухӑшӗсене хӑй ӑшӗнче усрать. Эпӗ тар тӗтӗмӗ ҫине пӑхса ларатӑп, тупӑ сасси татах илтӗнет. Анчах Васька хӑйне мӗн тума хушнине тӗшмӗртеймерӗ пулас, пӗр хускалмасӑр тӑчӗ. Йӗркеле, тӑванӑм, хӑвӑртрах! Пӑшалпа хӑратса ан тӑр, Нагульнов юлташ, капла хӑвнах йывӑр килӗ! Эпӗ ку инструмента спинет тесе чи малтан ак ҫакӑншӑн калатӑп: ӑна спинета каланӑ пекех калаҫҫӗ. Тархасшӑн, ан кулӑр, эпӗ сире халех кӑтартатӑп! Пур енчен те хупӑрласа илнӗ шайкка ним йӗркисӗр хӳме патнелле ыткӑнчӗ. Сулахай енче пӗр хӗрлӗ те тарласа кайнӑ сӑн-питлӗ пӗчӗкрех офицер кукленсе ларнӑ, хӑйӗн картне ҫапса илсен вӑл ирӗксӗрех йӑл кулнӑ пек, шӳт тунӑ пек тӑвать, хӑрах аллине шалаварӗн пушӑ кӗсьине чикнӗ те вӑл пӗрмай вылятать, вылясса вара ялан нумая кайса вылять, анчах та шӑнкӑрт укҫан вылямасть пулмалла ҫав, ҫавӑ тарӑхтарать те ӗнтӗ хитре брюнета. Салтак, хуҫланакан манекен евӗр, йӗпе курӑк ҫине, подпоручикпа юнашар, темле айванла ҫӑмӑллӑхпа та кунӗҫлен лӗплетсе ӳкрӗ. Унта пытанса тӑни те усӑ памӗ, йӗрлекенсене аташтарма пулӗ те, йытӑсене аташтараймӑн. Кунта вӑл ниепле каласа памалла мар лӑпкӑлӑхпа савӑнчӗ. Ҫавӑн чухне вӑл: «Пиастрӑсем!», тесе кӑшкӑрма вӗреннӗ. Унта нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук. Ҫав кунхине, Гокинс, виҫҫӗр аллӑ пин пиастр тупса кӑларнӑ. Разведчиксем сӑнаса ҫӳренӗ чухне «Дункан» пассажирӗсем хулапа унӑн таврашӗнчи сӑртсем ҫинче уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем корольтан кӗҫӗн ҫынсене никама та хисеплемен пуллӗччӗҫ; анчах хӑйсен христиан чиркӳне хирӗҫ кайма хӑяймарӗҫ, ҫавӑнпа духовенство ыйтнипе килӗшрӗҫ. Эсӗ, Егор Иванович, ҫаплах чирлетӗн курӑнать… — Ан манӑр, — тесе хушса хучӗ вӑл, — Европӑри цивилизациленсе ҫитнӗ халӑхсен аслашшӗсен аслашшӗсем те тахҫан авал ҫынна ҫинӗ, ан кӳренӗр, майор, сӑмахран, шотландецсен те ҫынна ҫиес йӑла пулнӑ. Эсир мӗн каланине манӑн ҫапла ӑнланмалла-и? — Хӗрарӑм — вӑй, вӑл турра хӑйне те улталанӑ, вӑт епле! — сӗрлетчӗ вӑл, ывӑҫ тупанӗпе сӗтел ҫине ҫапса. София хӗр-манах калать: вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, тет. Апатланнӑ чухне те вӑл салхулӑн, пӗр шарламасӑр ҫинӗ, вӗсем те ман пекех час ӗҫлеме ҫӳрӗҫ-ха тесе хӑйне хӑй лӑплантарнӑ. Ҫамрӑк Берсенев университета вӗренме кӗрсен, вӑл вӗсем патне лекцие ҫӳренӗ; анчах старикӗн сывлӑхӗ ӗлӗкхи пулман ӗнтӗ, начарлансах пынӑ. Ҫынсем Ӑмӑрткайӑк ҫине пӑхса илчӗҫ, вӗсен чӗрисенче шанчӑк ҫӗкленчӗ. — Ӗҫ мӗнре тытӑнса тӑрать-ха апла? — Ҫырать. А ну, тӑххӑрмӗш самолётӑн кайри кабинине кӗрсе лар, эп халех… — Арчана ил, — куҫарса пачӗ тухтӑр. Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, паян ҫиессе те ҫименччӗ-ха. Амӑшӗпе пӗрле Сонечка ют ҫӗршыва кайнине эпӗ пӗлетӗп, унта вӗсем икӗ ҫула яхӑн пурӑннӑ, пӗррехинче вӗсем ларса пыракан дилижанс тӳнсе кайнӑ та, Сонечка пичӗ кӳме чӳречин кӗленчипе касӑлса пӗтнӗ, ҫавна пула вӑл питӗ илемсӗрленнӗ, имӗш. Анчах Мухортый, ялта кӑшт канса илнӗ пулин те, кахалланса чупнӑ, ҫултан пӑрӑнма хӑтланнӑ пек пынӑ, ҫавӑнпа Ваҫили Андрейч ӑна темиҫе хут тилхепепе турткаланӑ. Пӗр виҫ-тӑватӑ секундӑран ӗнтӗ вӗсем хӑйсен лашисем патне пырса ҫитнӗ те, ним тӑмасӑр, йӗнерӗсем ҫине сиксе ларса, сиккипе чуптарнӑ. Ку вӗт питӗ ҫемҫе, ачаш, ӑна сивӗ ҫӗре лартма та хӑрушӑ! — кӑтартать вӑл аллипе винограда. Хӗвеланӑҫӗнчи пӗтӗм Фраки — пӑлхавӑн чи пысӑк вучахӗ — ҫак ҫуркунне вулкан пек вӗркесе тӑракан пулчӗ, — хальтен халь сирпӗнсе тухассӑн туйӑнса тӑчӗ вӑл. Эсир, вӑл сирӗн ҫине тренировка пунктӗнче тапӑнать, тесе шутлӑр. Чӑннипех калатӑп, революци пуҫламӑшӗнче эпӗ хама ватӑ тесе шутланӑ. Ҫак уйӑхӑн 15-мӗшӗнче янӑ сирӗн хисеплӗ ҫырӑвӑра эпӗ ҫак уйӑхӑн 23-мӗшӗнче илтӗм, вӑл ҫырура эсир ман ҫывӑх тус пулнӑ тата именисем тӗлӗшпе кӳршӗ пулнӑ Иван Петрович Белкин хӑҫан ҫуралнипе вилни ҫинчен, унӑн службипе килти пурӑнӑҫӗ ҫинчен, вӑл мӗн ӗҫлесе мӗнле кӑмӑлпа пурӑнни ҫинчен тӗплӗн пӗлесчӗ тесе ҫыратӑр. — Эсир унпа нумай пулмасть паллашнӑ-и? Хӗрӗн тутисем, леш малтанхи хут паллашнӑ кунхи пекех, чӗтренсе илчӗҫ, вара вӑл ачанни пек вӑйсӑр сассипе аран ҫеҫ каларӗ: — Эпӗ те… Ҫакӑ вӑл хӑй ҫамрӑк чухне тулхӑрнӑ вӑхӑтсенчи пек самантсенчен пӗрийӗ пулчӗ пулас. Тепӗр самантран палуба ҫине Негоро тухрӗ. Асламӑшӗ вилсен, ӑна вӑрӑм та ансӑр тупӑка вырнаҫтарнӑччӗ, хупӑнман куҫӗсем ҫине икӗ пилӗк пуслӑх укҫа хунӑччӗ. Эпӗ ӑна малтанхи хут курнӑ чухне унӑн пур парусӗсене те ҫил вӗртсе хӑпартнӑччӗ. Вунӑ ҫынна яхӑн хӑйсен виски кӗленчисене туртса кӑларчӗҫ те ҫак ҫынна хӑналама тытӑнчӗҫ. Тухатмӑш часах пӗр ҫанӑ ҫӑлтӑр пуҫтарчӗ. Санина кам иккенне, ӑҫтан килнине, мӗн ятлине каласа пама хушрӗҫ; вӑл хӑй вырӑс ҫынни ҫинчен пӗлтерсен, икӗ хӗрарӑмӗ те пӑртак тӗлӗнсе ҫеҫ те мар, ахлатса та илчӗҫ, вара ҫавӑнтах пӗр харӑсах вӑл нимӗҫле чаплӑ калаҫни ҫинчен пӗлтерчӗҫ; анчах, сире французла калаҫма ҫӑмӑлтарах пулсан, эсир апла та калаҫма пултаратӑр, эпир иксӗмӗр те французла ӑнланатпӑр тата калаҫатпӑр, — терӗҫ вӗсем. — Вӑл… Ҫук, ҫав ачаран мӗн кӗтсе илессине нихҫан та пӗлмелли ҫук. Унӑн ҫутӑ йӗс ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухнӑ хура ҫӳҫӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ кӑна; аллинче чи хитре хӗр ҫыхса янӑ шарф явкаланать. Унпа юнашар, ӑна хытӑ ыталаса, Рита ларать. — Мӗншӗн эсӗ Джонни пек ӗҫлеместӗн? — тесе ҫиллеслӗн ыйтнӑ ӑстаҫӑ. Анчах кирек епле пулсан та, Уилкс мистер кая юлнишӗн эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, капла вӑл самаях пысӑк мул ҫухатма пултарать-ҫке. Апла пулминччӗ хӑть. — Ҫук, куншӑн вӑл мулне ҫухатмасть. Куҫӗ ун каллех асӑрханаймасӑр уҫӑлчӗ, Егорушка хӑрушлӑх курчӗ; лав хыҫҫӑн виҫӗ улӑп вӑрӑм сӑнӑ йӑтса утать. Чӑн та, пирӗн тата икӗ мильрен ытла та каймалла мар. Анчах кунта ишме чылай йывӑр. Ҫурҫӗр енчи бухтӑна кӗмелли ҫул тӑвӑр та ӑшӑх ҫеҫ те мар, питӗ кукӑр-макӑр. Акӑ кампа йӑпанма юрать. Унпа мӗн тӑвас килет, ҫавна тума пулать; лешӗ хышакланнӑ кулач. Анчах халь ӗнтӗ, ҫак вӑхӑтра, вӗсем тигрсем пекех тискер те хӑрушӑ пулса каяҫҫӗ. Петр ҫывхарнӑ май ҫав калаҫусем сасартӑках шӑпланчӗҫ. Акӑ, ҫын мана чӗркуҫҫийӗпе сӗртӗнсе, вӗрискер, шухӑшлаканскер ларать; хӑйне-хӑй шанса вӑл ҫынсене хӑй мӗнле пӑхнӑ пек тӑратса тухать; пурин ҫинчен те, хӑйӗн тиркеме те, ирӗк пама та власть пур пек калаҫать, — вӑл ҫынта темскер мана кирли пур, е темскер, мана кирлӗ маррине палӑртса тӑраканӗ пур. Вӑл ҫакӑнта выртрӗ, нумайччен выртрӗ вӑл. Паллах, вӑл ӑҫтине те, хӑйӗнпе мӗн пулса иртнине те ҫырман, анчах та вӑл хӑйӗн малтанхи командирӗн, Павел Алексеевич Ротмистровӑн хуҫалӑхне лекни ҫинчен, вӑл хуҫалӑх юлашки вӑхӑтра палламалла мар ӳссе кайни, хӑйӗн пурнӑҫӗ ӑна питех те кӑмӑла кайни ҫинчен пӗлтернӗ; кунта черешня ҫырли питӗ нумай, ӑна пурте хырӑм тӑраничченех ҫиеҫҫӗ, тенӗ. Алексее ҫак ҫырӑва илсен Анюта ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах ҫырса яма хушнӑ. Тен, вӑл, Швеци тени, суя ҫеҫ пуль… тӗслӗхшӗн ҫеҫ кирлӗ пуль… тен, халӑха вӗрентес ӗҫ те, тата тӗрлӗрен тӗрли те унта ҫук та пуль… Эпӗ кивӗ корчма — пӗр чун ҫук, ишӗлсе пӗтнӗ хаттӑ патне васкамасӑр ҫитрӗм те лӑсӑллӑ вӑрман хӗррине, тӳп-тӳрӗ ӳссе кайнӑ, ҫӳллӗ те ҫара туналлӑ хыр айне тӑтӑм. Вара ача алли амӑшӗн аллине пушшех те ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытать, унӑн чӗри пӑчӑртанать, кӗҫ-вӗҫ пачах тапма чарӑнӗ, тейӗн. — Табак шӑршлатӑн. Ҫынӑнне парса ырӑ пулассин ирсӗрлӗхӗ тата хама ҫавӑн пек йӗрӗнчӗкле тытма хӑтланни — ҫавӑ пурте хама тарӑхса ӳпкелешмелле, хама та, пурне те курас килмелле мар тӑватчӗ. Эпӗ ӑна кӳрентересшӗн марччӗ. Вӑл унтах сак ҫинче ҫывӑратчӗ. Эсир манӑн хастарлӑх ҫинчен каларӑр. Ман ҫине эсир ун чухне пӑхасчӗ! Апла пулин те, Джемс Уэлдон мистер, ытти карап хуҫисем пекех, матроссене Сан-Францискӑран карап тытса пымалӑх йышпа кӑна кӑларса яни чылай тупӑшлӑрах тесе шутланӑ. Ҫитменнине тата ҫамрӑкчӗ… Пурнӑҫ ҫулӗпе вӑл, ҫиле хирӗҫ пынӑ пек, пыратчӗ… Кунсӑр пуҫне, ача пултарнӑ таран, Макҫӑм ӑна физически упражненисем те тутарма тӑрӑшрӗ: суккӑр ачан гимнастики хӑйне евӗрлӗ; вӑл улттӑмӗш ҫула кайсан, Макҫӑм ӑна пысӑках мар тӳлек лаша парнелерӗ. Ҫунаттисемпе шавлӑн вашлаттарса тӗмеске ҫине чӑмса анать, кӑнттамӑн пӗрре-иккӗ ярса пусать те, хӑйӗн сарнӑ ҫунаттине, тутӑх тӗслӗ тӗкпе витӗннӗ хӳрине кукӑр сӑмсипе тасатма тытӑнать, унтан, пуҫне хыҫалалла пӑрса хурса, пӗчӗкҫеҫ хура кӑшӑлпа ункӑланнӑ янтарь тӗслӗ куҫӗсене ӗмӗртенхи кӑн-кӑвак тӳпенелле тӗллесе, тӗлӗрнӗ пек шак хытса каять. Илья хӑйӗн хирӗҫле шӑрчӑк ӗҫӗсемшӗн тивӗҫлине туяннӑ пулмалла ӗнтӗ, куна Алексей килӗнче ун ҫинчен урӑхла калаҫма тытӑнни систернӗ. — Кунпа кӑна ҫитмест, — терӗ Мак-Набс, килӗшмесӗр. — Мӗнле апла? Семиглаз ӑнланса илеймерӗ: — Мӗн? Нихҫан та курман та, эпӗ ун таврашӗнчи ҫӗрсенче пурӑнман вӑт… Ухмах ӑсӗпе вӑл манран ҫур пуҫа та ыйтма пултарнӑ… — Ҫав тери ырӑ хӗрарӑм… Таварсене е патша укҫипе, е керенкӑсемпе ҫеҫ параҫҫӗ. Танька Величко ӑҫта? Николай Антоныч тулли те шуранка питлӗ ҫын. Кӑвакарма пуҫланӑ, сайралса юлнӑ ҫӳҫне вӑл хыҫалалла тураса якатнӑ. Хурлӑхлӑн кӑштӑртатнӑ сасӑ, пур сасса та ҫӗнтерсе, пӗтӗм сӗм вӑрмана хупласа илет. Халӗ ӗнтӗ вӑл нимӗн те шухӑшламарӗ, ун пуҫӗ те ӗҫлемерӗ, малашне мӗн пулассине пӗлмерӗ, пӗтӗм иртнӗ пурнӑҫӗнчен уйрӑлчӗ те малалла сикрӗ: хӑйӗн пӗччен те арсӑр-арӑмсӑр пурнӑҫӗн кичем ҫыранӗнчен хаваслӑ, вӗресе тӑракан, хӑватлӑ юхӑма сикрӗ — хуйхи те сахал ун, юхӑм хӑйне ӑҫта илсе тухассине те пӗлмест вӑл, чул ту ҫине ҫапӑнтарса ватса пӑрахмӗ-ши тесе те шутламасть! Анчах халь мар, хӑйӗн пуҫне кам ҫинине туякан пулсассӑн! — Ӗнер аннӳнтен ҫыру килчӗ, аҫу чирленӗ, тет. Унӑн кӑкӑрӗнчен хуллен кӑшкӑрнӑ сасӑ тухса кайнӑ. Крэнкбиль хӑй ҫӳллӗ вырӑнта ларнине асӑрханӑ, судьясем умӗнче ларниех айӑпланакана чысласах кайманнине палӑртса тӑрать тейӗн. Зал вӗҫӗнче суд членӗсем лараҫҫӗ. Манран мӗн тери лайӑх арӑм пулӗ, савнӑ Яшӑ, пӑхса тӑранаймӑн!» Анчах утма вӗренсе ҫитсенех ӑна ашшӗ аллине тытнӑ та, шыв патне илсе кайса сивӗ шыва чӑмтарнӑ. Сержант каллех тӗпчеме тытӑнчӗ: — Апла эппин, сударыня, эсӗ тарса хӑтӑласшӑн? — Кунта нумай пӗтермелли те ҫук. — Кунта нумайччен ыйтса тӑма та кирлӗ мар, — терӗ Очумелов. Урай шӑлакан Кӗркури часах туй пуласси ҫинчен калаҫнине илтрӗм эпӗ. Вӑл яланах хӑй тӗллӗн калаҫса ҫӳрет. Ҫакӑ ӑна сасартӑк тахҫан манӑҫа тухнӑ савӑнӑҫлӑ сисӗм-туйӑм патне куҫарчӗ. Ытла ирне те хаяр йышӑну-кӑтартусене пӑхмасӑр, вӗсен ретӗнче ӳсӗрсем пурри те палӑратчӗ ӗнтӗ (ҫутӑ эрехпе уявсенче тата ҫӗрлехи вӑхӑтра ӗлӗк шинкарь пулнӑ Сруль вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ сутӑ тӑвать). Анчах та Севастополь мӗн тери хӑрушӑ та йывӑр пурнӑҫпа пурӑнни ҫинчен нихӑшӗ те калаҫман, кун пирки калаҫма мар, кун пирки вӗсенчен кашниех ытла та нумай шухӑшланӑ тейӗн. Эпӗ пушӑ мар, — терӗ. — Власов. Ку унӑн пианинӗ… Паллах ӗнтӗ, ку ытла та тӗлӗнмелле, унта кам пӑтрашӑнтарса ҫӳренине те пӗлместӗп, анчах ку виле мар, чӗрӗ ҫын пулнине ҫирӗппӗнех шанатӑп, — терӗ вӑл. Ӑна темиҫе ҫын сырса илчӗ. Кӑлӑхах вӑл йӗрсене, сукмак таврашӗнчи йӗплӗ тӗмсене, йывӑҫсен усӑннӑ турачӗсене тинкерсе пычӗ… Анчах Уэлдон миссис кунтан иртни ҫинчен калакан пӗр йӗре те курмарӗ. Гленарван унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ. Вара вӑл, Джон Мангльспа майора хурала тӑратса, фургон патне пычӗ. — Тоттӑ… Докторсем йӗрӗнмелле ӗҫ тӑваҫҫӗ, аманнисен алли-урисене татаҫҫӗ, анчах та вӗсен ӗҫӗ ырӑ ӗҫ. — Акӑ мӗнле официально паллаштаратӑн эсӗ хӑвпа! Ман comme il faut, пӗрремӗшӗнчен тата нимрен ытла, француз чӗлхине питӗ лайӑх пӗлнинче тата уйрӑмах таса калаҫнинче. Анчах ҫавӑ та ӑна пулӑшмастчӗ. Хӗрарӑм ӑсне шанма юрамасть ун пек чух, итлемелле те марччӗ. Ҫитӗ сире чайкашма, Половцев! Икӗ мӑнтӑрӗ ҫухалчӗҫ, тепӗр мӑшӑрӗ крыльца патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Мирон, Татьяна, тухтӑр тата ытти ҫынсем те пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑрах, ачашрах пулчӗҫ; темле палламан ҫынсем, хуларан килсе, Минаев слесаре хӑйсемпе пӗрле илсе кайрӗҫ. Праҫник ыран тенӗ чух хӑнасем пухӑнма тытӑнчӗҫ, хӑшӗсем улпут ҫурчӗпе флигелӗсенче, теприсем приказчиксем патӗнче, виҫҫӗмӗшӗсем пуп килӗнче, тӑваттӑмӗшӗсем тата пуянрах хресченсем патӗнче чарӑнчӗҫ — пур ҫӗрте те вите тулли лаша, килкартисемпе сарайсенче тӗрлӗ кӳме-урапасем лараҫҫӗ. — Вӑл суя! — терӗ Артур хӑвӑрт пӑшӑлтатса. Санин та сиктерсе каҫарчӗ. — Ах, — терӗ Лена кӑмӑлсӑррӑн, — анне яланах мӗн те пулин шутласа кӑларать… Йывӑҫсем пурте юнлӑ, ҫунаҫҫӗ пек вӗсем, нӑйкӑшса илеҫҫӗ пек. Пӗтӗм хуҫалӑха ҫӗнӗрен туянма тытӑн-сассӑн, кулӑшла пулӗ-и унта, курӑпӑр акӑ», — терӗ Савельич. — Вӑл мистер Генри хӑй пӳлӗмӗнче ҫуккине пӗлтермест ӗнтӗ. Радуб ҫапӑҫупа йышӑннӑ иккӗмӗш хутра канма ларчӗҫ. Унтан, каллех вырӑнне ларса, айӑпа кӗнӗ пек каларӗ: — Каҫар: мансах кайнӑ эпӗ, ман келейник гостиницӑра ҫывӑрать. Старшинасенчен пӗри Пугачева пӑхӑр укҫа тултарнӑ михӗ тыттарчӗ. Пугачев укҫана ывӑҫи-ывӑҫипе халӑх ҫине ывӑтма пуҫларӗ. Халӑхӗ кӑшкӑрашсах укҫасене пуҫтарма тытӑнчӗ. Пӗр-пӗрне суран тунисем те пулкаларӗҫ. — Ак ҫапла ӗнтӗ юрать те, — тенӗ вӑл, хӑй ҫинчи юрне ҫапса. Натальйӑна амӑшӗн питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ пек туйӑнчӗ, унӑн: — эпӗ хӑраканниех мар, — тесе кулни те юри тунӑ пек пулса тухрӗ. Хӳтӗленекенсем аялти хутра ҫав тери пӑлхана пуҫларӗҫ. Катя марччӗ вӑл, теприччӗ. Кам айӑплӑ тетӗн ҫакӑншӑн? Ромашов, аллине карттус сӑмси ҫумне хисеплӗн тытса та урисене юнашар хурса, хӑйӗнчен пӗр утӑмра чарӑнсан тин:— Асӑрта тытма ыйтатӑп, подпоручик, ротӑна эсир аслӑ субалтерн-офицертан пилӗк минут, рота командирӗнчен вунӑ минут маларах килме тивӗҫлӗ, — терӗ ҫеҫ вӑл, сивӗнсе кайнӑ пилӗк сосиска евӗр ӳркевлӗ пӳрнисене чӑмӑртамашкӑн ун еннелле тӑсса парса. Чӑнкӑ ҫыранра чулсем тата пысӑк чул катрамӗсем пулнӑ, вӗсем хушшинче тискер кайӑкӑн тӗлӗнмелле йӗрӗсем выртнӑ. «Гм!» терӗ Иван Иванович. — Ку — шухӑш! — тесе ячӗ вӑл. Вӗсем ҫынна текех чӑрмантармарӗҫ, анчах вӗсем, вӑл сисмен хушӑра, унӑн койкине тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. Пӗтӗм артистсем хутшӑнаҫҫӗ! — Вӑтаммисем-и е пӗчӗккисем?» — Ҫӑва патне — «кӑмӑллӑ» сана! Халӗ акӑ вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе трактор моторӗн хӑвӑртлӑх коробкине урӑхлатмашкӑн чертежсем те туса лараймасть; унӑн ӗҫе пӗлсе, тирпейлӗ тыткаланине юратакан юнтармӑш станокӗ ҫинче урӑх ҫын ӗҫлет; ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе каякансене ӑсатнӑ чухне питӗ лайӑх, хӗрӳллӗ сӑмахсем каласа тултарнӑ хыҫҫӑн, тен, ҫынсем халӗ ун ҫинчен манса та кайрӗҫ пулӗ… Ҫавсем ҫинчен шухӑшлать-шухӑшлать те Давыдов, кӑштах салхуланать. Пулӑшу та ниҫтан кӗтме ҫук. Каштанка йынӑшса янӑ тата унӑн ури айне пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑна асӑрхамасӑр иртсе кайма пултарайман, ун патнелле пӗшкӗннӗ те, ыйтнӑ: — Анчӑк, ӑҫта эсӗ? — Мӗнле ухтару? Истори палӑкӗсене малтан яланах тепӗр хут ҫӗнетни, пуянлатни кирлӗ. Сана вӗлереҫҫӗ, — эс большевик… Мотор темиҫе хутчен хыттӑн тулхӑрса илчӗ, унтан унӑн пӗчӗк поршенӗсем шакӑлтатма пуҫлани илтӗнчӗ. Музыка сасси те, ача-пӑча кулни те, илтӗнмест, йытӑсем те вӗрмеҫҫӗ, велосипедсем те шӑнкӑртатса сас памаҫҫӗ, вилӗ урамсем тӑрӑх сайра-хутра кӑна ҫынсем васкавлӑн утса иртеҫҫӗ, ҫав вилӗ урамсенче сӳтӗлсе пӗтнӗ тимӗр ҫивиттисем кӗмсӗртетни тата мӗнле те пулин упранса юлкаланӑ мӑрьесем е вывескӑсем йӗрӗнтерсе чӑнкӑртатни ҫеҫ илтӗнет. — Мӗн тума улталамалла ҫынсене? — терӗ кукамай хӑй халь тин ҫеҫ мана юри лӑсканӑ пек пулса, кукаҫее улталаса. Ыттисем те шӑтӑка кӗчӗҫ, виҫҫӗшӗ те Клисурӑ ҫыннисемччӗ. «Семеновски полка ҫырса ярас»… Юрать, юрать: пурне те тӑвӑпӑр.. Вӑл сана кӳрентерме ирӗк памӗ. Ҫапла ку енчен пурте питӗ лайӑх иртсе кайрӗ. Тата мӗн? Чаплӑ та кӑпка тӑрӑллӑ йывӑҫсенчен тӑракан йӑмӑх симӗс вӑрмансем — ун пеккисене Горева авалхи гравюрӑсем ҫинче кӑна курнӑ — Дунай леш енче мӑкӑрланса тӑраҫҫӗ, замок стенисем йышӑнса тӑракан пысӑк чул сӑрт тӑрӑх йытпырши пек явӑнса ӳсекен ӳсентӑрансем улӑхаҫҫӗ, вӗсем сӑрт чулне те, замок чулне те пӗр тӗс кӗртсе тӑраҫҫӗ. Малтан пӑхсан, ӑна 23–24 ҫултан ытла пама май килмен. Анчах та унӑн хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе ларнӑ сӑнӗ ҫине, куҫ хӗррисем ҫумӗнчи, ҫамки ҫинчи, тутисем хӗрринчи ҫип пек ҫинҫе пӗрмеленчӗк йӗрӗсем ҫине, унӑн хура, ялан шухӑша кайнӑ пек курӑнакан ӗшенчӗкрех куҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхсан, ӑна тата тепӗр вунӑ ҫул хушса пама пулнӑ. Апла пулмасан та, ӑна ҫапла туйӑнчӗ. — Ҫапли ҫаплах-ха вӑл… — килӗшрӗ стариксенчен пӗри. Пурте старик енне пӑхса тӑчӗҫ. Анчах вӑл алтарте Алафранговпа юнашар тенине илтсеттӗм. Робертпа юнашар сиктерсе пыракан Гленарван пӗрре те чӗнмест. Мӗнлерех ырӑ! — калаҫрӗ вӑл чӗтрекен сассипе. Эпир санпала юлатпӑр, юрать-и? — Сан пуҫунта мӗнле шухӑш пур, Том? Том Беккие грифель пачӗ, вӑл, унӑн аллине тытса пырса, ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле тепӗр ҫурт ӳкерчӗ. Мӗншӗн ҫапла-ха? Кукӑр-макӑр ҫул виноград тӗмӗсем хушшипе пырать; ҫулталӑкӑн ку вӑхӑтӗнче вӗсем пушӑ та салхуллӑ. Ӗмӗр тӑршшӗнче пӗртен-пӗр илнӗ отпуск вӑхӑчӗ ҫитесси виҫ эрне юлать, Евпаторине каймалли путёвка та сӗтел сунтӑхӗнчех выртать. Эпӗ сире нимӗнпе те кӳрентермен-ҫке. Ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн Негоро, паллах, португал ялӗсене кайнӑ ӗнтӗ. Пурнӑҫри пӗчӗк, кирлӗ мар вак-тӗвеклӗхсем. — Мӗн кирлӗ-ха сире? Мӗншӗн эсир крепостьрен пӑрахса кайрӑр? Мӗншӗн эсир карттӑна мана патӑр. Эпӗ ҫакна ӑнланман та, халӗ те ӑнланаймастӑп. Енчӗк кӑларса илтӗм. Ҫуркуннехи ҫӑмӑл каҫӑн йӗрӗ те юлман. Юлашкинчен тӗреклӗ пуҫсем ӳсӗрӗлсе, ывӑнса ҫитрӗҫ. Унта та, кунта та козак ҫӗр ҫине йӑвана-йӑвана кайни, хӑйӗн тусне ыталаса илнӗ юлташӗ пӗтӗм чунтан ҫемҫелсе тата макӑрса та ярса унпа юнашар тӗшӗрӗлсе анни курӑнма пуҫларӗ. Том, ан вил… тархасшӑн! — Таса калаҫать, — мӑкӑртатрӗ старик. Леш те тата… — Ӗҫ ҫӳретме сӑмах пачӗ, пенси пирки ӗҫ ҫӳретме, — терӗ Вышимирский, — унтан вара килмерӗ. Вӗсем иккӗшӗ те, пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса, ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ. — Мучи, ӑҫтан илтӗн кусене? — вӗҫсе пычӗ ун патне Павка. Анчах та Рыбин Павел умне хӑйӗн ыйтӑвне лӑпкӑн кӑна кӑларса тӑратсан, вӑл тӳссе тӑраймарӗ, кӗскен те ҫирӗппӗн каласа хучӗ: — Турӑ пирки сирӗн асӑрханарах калаҫасчӗ! — Мӗн пулнӑ? — Мӗншӗн? Анчах ҫавнашкал шуйттан темерӗн, хӗрне те пуян ҫынна ҫеҫ парасшӑн. Халӗ хӑй таптакан ҫынӗ хӑйӗн ӗлӗкхи, ҫамрӑк чухнехи юлташӗ пулнине, ку ӗҫ ӑна хытах лутӑркассине тата вӑл сывмарланнине Троекуров пӗлсе тӑнӑ. Ҫавӑнпа та ку ҫӗнтерӳ унӑн чӗрине савӑнтарман. Анчах ҫак хам пӗлнӗ сӑмахсенче те эпӗ тарӑнрах шухӑшсем, хамшӑн ҫӗнӗ шухӑшсем пуррине тупрӑм. Курпун чарӑнса тӑчӗ; хӑранипе унӑн чӗри тапми пулчӗ, урисем чул пек хытса ларчӗҫ, вӑл, нимӗн тума аптраса, мӑкӑртатса илчӗ: — Мӗн ҫинчен каламалла, кама? Пароход хыҫӗнче, пӗтӗмпех кӑтӑкланса, хӑвӑрттӑн шыв юхса пырать, чупакан шыв вӗресе тӑни илтӗнет, хура ҫыран ерипен ӑна ӑсатать. Эпӗ ҫапла ҫӗклесен, вӑл ҫак вӑйӑсене пурне те лайӑхах курма пултарчӗ. — Эпӗ каласа панӑ чухнехи пек йӗркипе каласа пар Алексей Вениаминыч. Лантенака вӗлерни — Вандейӑна теп туни пулать, Вандейӑна тӗп туни — Францие ҫӑлса хӑварассине пӗлтерет. Ҫав ҫиппе пурне те ҫыхнӑ, пурне те ҫавӑрса илнӗ, унӑн куҫа курӑнман ҫирӗплӗхне пула государӗн патшалӑхӗ тытӑнса тӑрать те ӗнтӗ. Анчах Давыдов саламачӗпе хӑйӗн, саралса кайнӑ аттине вӑйпа туртса ҫапрӗ те, Устин ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса, кулас килмен ҫӗртенех йӑл кулма хӑтланса, хыттӑн: — Ҫук, ҫапмастӑп эпӗ сана, Устин, ҫук! — терӗ. Ну-ка, пар-ха кунта ҫӑраҫҫисене! Хӗрарӑмшӑн вӗлерме-и? — тет. Ҫак ҫӗрле Маша упӑшкине чылайччен кӗтрӗ, — чейникне примуспа темиҫе хутчен ӑшӑтрӗ. Курӑк кунта бархат пекех ҫемҫе те, лаша ури сасси илтӗнес те ҫук. Тӑчӑ тӗшшинчен фонтан уйрӑлчӗ те кӑмпа пек сарӑлать: ку шӑпах та — хӗвел пӑнчисем пайланма пуҫланӑ вӑхӑт. Чӗрӗ-и вӗсем? Ҫурҫӗр летчиксем ҫинчен эпӗ хам мӗн пӗлни темле урӑх енчен курӑннӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Манӑн куҫ умне вара Ҫурҫӗрти ҫур ҫул хушши тӑсӑлакан каҫсем, ҫанталӑк улшӑнасса тарӑхса кӗтмелли эрнесем, юрлӑ-пӑрлӑ ҫӳлӗ тусем ҫинчен вӗҫмелли самантсем (ун пек чухне ирӗксӗрех куҫ анса ларма меллӗрех вырӑн шырать), хӑвӑн машину ҫуначӗ курӑнми ҫил-тӑманра вӗҫнисем, аллӑ градуслӑ сивӗре мотора ӗҫлеттереймесӗр тарӑхнисем куҫ умне тухса тӑчӗҫ. Эпӗ ҫурҫӗрти пӗр летчикӗн: «Ҫурҫӗре вӗҫесси — ҫил-тӑмана тӳссе ирттересси, шыв вӗретесси» — текен формулине аса илтӗм. Ҫынна хӑйӗн килӗнчен икӗ метртах пытаракан хӑрушӑ ҫил-тӑмансем ҫинчен каласа панисем те манӑн асӑма килсе кайрӗҫ. Анчах сибиряковецсем ҫавнашкал йывӑрлӑхсемпе хӑрушлӑхсенчен хӑраман-ҫке-ха? Вӗсем, ав, винтне ҫухатнӑ пӑрҫӗмӗрене Беринг тинӗсне парӑссемпех илсе тухнӑ. Тӗрӗс каланӑ иккен Петя. Профессие ӑна хӑвӑн ҫеҫ суйласа илмелле. Эпӗ ҫурҫӗрелле, ҫурҫӗр летчикӗ пуласшӑн шухӑшлатӑп. Ҫав професси мана чӑтӑмлӑ та паттӑр пулма, тӑван ҫӗршыва, хамӑн ӗҫе юратма хушать. Ак, хыпаласа пӑх. Тивӗҫ пултӑн, пуҫӑмҫӑм, Ҫакӑ служба тивлечпе Ик ҫӳл юпа ларттарса, Ҫӳлтен кашта хуртарса, Пурҫӑн мӑйкӑч илмешкӗн. Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем палӑрсанах, уй тӑрӑх кӗрен тӗслӗ хумлӑ-хумлӑ тӗтре туртӑннӑ вӑхӑтрах, иккӗмӗш эскадрилья хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн сывлӑша хӑпарчӗ те, самолётсем, пӗр-пӗрне куҫран ҫухатмасӑр, кӑнтӑралла вӗҫсе кайрӗҫ. — Вӑл ҫӳлти лагерьти ачасен пуҫлӑхӗ иккен, тен, вӗсем пирӗн ачасем ҫине тапӑнма шут тытнӑ»… Даша инке ҫав ҫырӑва ӑнланаймарӗ. Анчах та вӑл ҫыру ун чухнех-ха маншӑн темшӗн инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗн ҫырӑвӗпе ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. Ним те мар ара, пахчасенче те кӗреҫепех аппаланатпӑр та, ӗҫ тухать вӗт! Вутчуллӗ ҫыран ҫине чи пирвай шуса хӑпаракансенчен пӗри Жаркий пулнӑ. — Хирӗҫ кӑшкӑратӑн пулсан, епле ухмах мар-ха эсӗ? — Яр мана, сысна! — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ те Стефчов, хӗрарӑм аллинчен ҫӑлӑнса тухрӗ. Ҫакӑн пек тӗрлӗ тӗслӗ бандӑсенчен, кулаксен йышӗпе тата Коновалец атаманӑн осаднӑй корпусӗнчи галици полкӗсемпе тӗреклӗлетнӗ бандӑсенчен пуҫтарать хӑйӗн полкисемпе дивизисене «аслӑ атаман Петлюра». Кӑнтӑр енче, ял вӗҫӗнче, кӗрхи тӗттӗмре ирӗкелле тухса пыракан вут-ҫулӑм йӗри-тавралла хӗм пӗрӗхтерсе, йӑлт-йӑлт тукаласа тӑрать. Казак станицӑра пулни — йӗркерен тухни пулать, ун пек чухне вара казак ӗҫке ярӑнать. Термитсем пиртен чеерех! Чылай чеерех! Анчах следователь Хопровпа арӑмне кам мӗншӗн вӗлернине шыраса тупмалли йӗр ҫине ҫапах та ӳкеймерӗ. — Эпир хытӑрах ишсен, кимӗ ҫине шыв кӗрсе тулать, терӗ капитан. Арӑмӗпе курнӑҫнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш ыйтӑвех унӑн чул пирки пулнӑ. Ҫур ӗҫе турӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ ҫав шуйттансен куҫӗ курмалла мар ишсе иртмелле, унтан вара — укҫана ил те хӑвӑн Машку патне кай. Гусев тӗкӗр-телефон патне марсиансене минутсерен тенӗ пек ярать, хӑвӑртрах ларса ҫӗкленме хушать. Пӗр вӑхӑтлӑха ним шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн Давыдов ҫапла хушса хучӗ: — Юрӗ апла, каҫхине пӗр минутлӑха кӗрӗпӗр, пурте кӗретпӗр. Вӑл хӑй ача чухнехине, ҫуралнӑ ялне, амӑшне — хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ӑшӑ чакӑр куҫлӑ самӑр хӗрарӑма, хӗрлӗ сухаллӑ, хаяр сӑн-питлӗ ҫӳлӗ ашшӗне аса илме ӗлкӗрчӗ; хӑй каччӑ пулнине тата вӑрӑм ҫивӗтлӗ, самӑр та кӑпӑш ӳтлӗ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хура куҫлӑ арӑмне, Анфисӑна, унтан каллех хӑйне — хӳхӗм гварди салтакӗ пулнине аса илчӗ; унтан, пайтах вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн, ӗҫпе пӗкӗрӗлнӗ, кӑвакарнӑ ашшӗне, ҫӗр ҫумнелле пусӑрӑннӑ, пӗркеленчӗк питлӗ амӑшне курчӗ; ҫапла вӑл хӑй салтакран таврӑнсан ял-йышпа епле курнӑҫнине те аса илчӗ: ашшӗ пӗтӗм ял умӗнче хӑйӗн Кӗркурийӗпе, мӑйӑхлӑ, сывлӑхлӑ, маттур та хӳхӗм салтакпа, епле мухтанатчӗ… — Сирӗн килӗшесех пулать, Джон, — хушса хучӗ вӑл, ҫамрӑк капитан ҫине пӑхса, — асӑрхавлӑрах пулас тесен, пирӗн ҫапла ҫеҫ тума тивет, тата шыв чакасса кӗтсе ҫыран хӗррине лагерь туса лартсан, эпир пӗрре те ӑссӑр хӑтланмастпӑр. Ҫав укҫана питӗ шел, шел… Мӗнле ответ парас-ха ман Джемма синьоринӑна? Ун пек питӗ ырӑ чунлӑ ҫын тӗнчере урӑх нихҫан та пулман. Пирӗн укҫа нумаях марччӗ — пурӗ те вунӑ тенке кӑна. — Мӗн ятлӑ вӑл? Эпӗ халь ҫирӗм тӑваттӑра ҫеҫ, эпӗ хам ӗмӗре ӗҫ инваличӗн кӗнекипе пурӑнса ирттерме тата усси ҫуккине пӗле тӑркачах лечебницӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пултараймастӑп. Амӑшӗ ревматизмран чӗрӗлет, хӗрӗ мӗнрен сывалнине мурӗ пӗлет-и? Тӗрлӗ сасӑсем унӑн хӑлхине хупласах лартрӗҫ, ура айӗнче ҫӗр сулӑнкаларӗ, ҫил вӗрнипе те хӑранипе сывлама йывӑр пулса ҫитрӗ. — Эсир, тен, хуҫа пулса пурӑнасшӑн… Тата вунӑ, вунпилӗк, ҫирӗм утӑм иртрӗм те — такам мана чӗререн пӗр вӑхӑта кӑртах ярса тытрӗ те вӗҫерчӗ, чӗрем каллех хыттӑн тапа пуҫларӗ… Сывлӑш таптаса та вылянса тӑрать. Хӗвел хӗртет, анчах лӑпкӑ ҫил пирӗн пит-куҫсене уҫӑлтарса ярать. — Эсӗ ун виллине тупрӑн-и? Тарас курчӗ: козаксен речӗсем салхулланчӗҫ, паттӑр ҫынсене пуҫа усни килӗшмест пулин те, козаксем пӗчӗккӗнех тунсӑхлама пуҫларӗҫ; анчах вӑл шарламарӗ: вӑл кӗтме шутларӗ, юлташӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн тунсӑхласа та пӑхчӑр, терӗ; ҫав вӑхӑтрах вӑл шӑплӑхра вӗсене пурне те сасартӑк козакла кӑшкӑрса хускатма хатӗрленчӗ, ытти халӑхсемпе танлаштарсан пӗчӗк ҫырмасем ҫумӗнчи тинӗс пулса тӑракан славян халӑхӗ, паттӑр та сарлака кӑмӑллӑ халӑх, мӗнле ҫӗкленсе кайма пултарнине пӗлсе, вӗсене чунпа унчченхинчен те ытларах хастарлатас терӗ. Эх, пулать вара ун чух! Ку вырӑн ҫынсӑр пулсан та, юлашки кунсенче чӗрчунсем час-часах тӗл пулма пуҫларӗҫ. Унӑн поварӗн ӑнланӑвӗ тӑрӑх, ҫак кухньӑн вӑрттӑнлӑхӗ кашни апат-ҫимӗҫӗн чӑн-чӑн тутине тӗпренех улӑштарасси пулнӑ: ӑста пӗҫернӗ какай тутийӗ пулӑ тути пек пулнӑ, пулӑ — кӑмпа пек, макарон — тар пек пулнӑ; анчах ромб е трапеци формине йышӑнмасӑр яшка ҫине пӗр кишӗр те лекеймен вара. Сӗмлӗх витӗр йӑлтах курӑнать, япаласен тӗсӗсемпе хӗррисене уйӑрса илме ҫеҫ йывӑр. Инсаров хирӗҫ чӗнмерӗ, паҫӑрхи пекех хурлӑхлӑн кулни ҫеҫ унӑн тутисене ӑшӑтса илчӗ. Вӗсем Морисӑн тӑван ҫӗр-шывӗнче те пулнӑ. Каҫса кайсах пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра Щукарь мучие кӗтмен ҫӗртен тахшин алли пырса хускатрӗ: ҫак алӑ мучие кӗске кӗрӗк ҫухинчен хыттӑнах туртать те туртать. Астӑватӑр-и, Нескучнӑй патӗнчи дачӑра? — Ларӑр, тархасшӑн, — терӗ кардинал, алӑк хупӑнсан. Унта сӑваплӑ ҫынсем пурӑннӑ. Гленарван ҫывӑракан юлташӗсен пичӗсене пӑхса илчӗ те хӳшӗ стенисен тӑрӑхӗпе йӑрӑлтатса иртекен ӗмӗлкесене курчӗ. Ҫӗрлехи разведкӑна каяс кӑмӑлӗ пурри ҫинчен тата тепӗр ҫын пӗлтерчӗ. Ку Терентий Жигалов пулчӗ. Халӑх урӑх ҫӗртен килнисене хирӗҫ тарӑхса пӑлханма пикенсен карап ҫинчен хӗрлӗ ӳтлисен ушкӑнӗ анать, — бронзӑпа витӗннӗ, хӳтлӗх-питлӗхлӗ, ҫӳллӗ шлемлӗ, тӗкпе капӑрланнӑ ҫапӑҫуҫӑсем пурне те сехӗрлентереҫҫӗ. Вӗсем те ывӑнаҫҫӗ те, вӗсен пурнӑҫӗ те пирӗнни евӗрлех йывӑр», — тенӗ. Леш хутсем каллех сарӑлаҫҫӗ вӗт… Сире турӑ кайӑкӗсене вӗлерме, айӑпсӑррисен юнне тӑкма ҫылӑх мар-и вара? Ҫак тӑватӑ негршӑн Уджиджирен килнӗ чылай чура сутуҫисем тавлашрӗҫ. Кам пӗлмест-ши нимӗҫ апачӗ мӗнлине? Ҫӗр масси ҫинчен, тепӗр тӗрлӗ каласан, Ҫӗр чӑмӑрӗ тытӑнса тӑракан япала виҫи ҫинчен, шухӑшласа илме те йывӑр. Ҫӗр масси ҫинчен эпӗ кӑтартуллӑн каласа пама тӑрӑшӑп. Ҫынсем Ҫӗре ҫут тӗнчен тепӗр пайне куҫарса кайма шут тытнӑ, тейӗпӗр. Ҫӗр массине, унӑн мӗнпур япалисене: чулсене, металсене, пичкесене тултарнӑ шыва, баллона хӗссе кӗртнӗ газсене, — 100-шер тонна турттаракан пысӑк вакунсем ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫӗре турттарса каякан пуйӑсра миҫе вакун пулӗ-ши? Эпӗ питӗ пысӑк хисепе каласан, ӑна эс ӑнланса илеймӗн. Ҫакна каланипе те ҫитӗ: пуйӑсӑн юлашки вакунӗ Ҫӗр пулнӑ вырӑнта тӑнӑ чух, пӑравусӗ чи аякри ҫӑлтӑр патӗнче пулӗ. Ҫут тӗнчере чи хӑвӑртти вӑл ҫутӑ пайӑрки куҫакан хӑвӑртлӑх. Капла хӑтланма парас мар урӑх. Ҫак анчах-и? Эпӗ сана халь ӑнлантӑм ӗнтӗ. Хама хам сыхлас туйӑмччӗ-ши ку? — Пирӗннисем переҫҫӗ-и? — кӑшкӑрчӗ Умрихин. — Ҫав ачана тепре курсан, эсир ӑна палланӑ пулӑттӑр-и? — тесе ыйтрӗ тухтӑр. Ылханлӑ вӗренӳҫӗ! — Хиба це овес? — хурлӑхлӑн калаҫрӗ туянакан ҫын. Тахҫан унта эпӗ Климов штурманӑн дневникӗсене вула-вула каҫ хыҫҫӑн каҫ ирттереттӗм. — Неушлӗ вӑл Айртона каторжниксемпе туслӑ тесе шутлать? — тесе астумасӑр персе ячӗ Паганель. — Николай Артемьич! Эсир мана ан ҫиленӗр; эпӗ сирӗн патра пӗчӗкренех ӗҫре пулнипе, сире чӗререн парӑнса пурӑннипе ҫеҫ манӑн сире каласа пӗлтермелле… — Сан укҫуна, — янравлӑ тенорпа ответ пачӗ Мигун, Ромаҫ умӗнче ҫӗлӗкне хывса. — Хӑрушӑраххи ҫинчен! — Тӗрӗс, янки! — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Ҫавӑн пек каласан, Ярцев, тӑна кӗрсе, хӑвӑрт тӑчӗ-те, лӑпкӑрах пулма тӑрӑшса, ыйту пачӗ: — Мӗн вара эпӗ? Эпир утӑ ӑшне кӗрсе выртрӑмӑр та ҫывӑрса кайрӑмӑр. Анчах вӗсем ман ҫине ытла ҫавӑрӑнса пӑхман пирки, утрав ҫинче мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, манӑн вара пирвайхи хут май килсенех утрав ҫинчен тухса каяс килчӗ. Паланкина хунӑ Муани-Лунга ӳтне чи хыҫалта йӑтса пычӗҫ. Хӗрачапа сывпуллашнӑ чух эпӗ каларӑм: — Аннӳне кала: эпӗ ана питех те тав тӑватӑп! Калатӑн-и? — Татах пеме хушатӑр-и? — терӗ Дöнгоф. Ҫывӑх тӑван тесе Мак-Набс пӗрмаях Малькольм-Кэстльре пурӑннӑ, ӗлӗкхи ҫар ҫынни пулнипе вӑл экспедицинче пулма кирлех тесе шутланӑ. Ун ҫине Осоавиахим пичетне пуснӑ, шултра саспаллисемпе манӑн хушаматӑма, ята, атте ятне ҫырса хунӑ. Мана хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ятпа, атте ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Горева ҫинчен шухӑшлама вӑл протезпа ҫӳренӗшӗн тата юн сурнӑшӑн (эппин, ӑна килӗшме те пултарайманшӑн) ҫеҫ пӑрахрӗ-им вара? Кирила Петровичӗ ӑна ҫине тӑрсах хӑй патӗнче ҫӗркаҫма ыйтрӗ пулин те, Верейский чей ӗҫнӗ хыҫҫӑнах килне тухса кайрӗ. Анчах пирӗн ҫулҫӳресси нумая пымасть. Ун чухне тӗлӗнмелле пек пулса тухатчӗ маншӑн: аннесен вӗренмелле мар тесе шухӑшлаттӑм эпӗ. Вӑл хутлатнӑ пӳрнипе сӗтел ҫине шутласа шаккарӗ: — Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ. — Мӗн вара эсир пурте вӑхӑтран хӑратӑр? — ҫилленсе кайнӑ ашшӗ; ывӑлӗ ӑна хирӗҫ нимӗн те каламан, хулпуҫҫийӗсене хутлатса илнӗ ҫеҫ. — Епле пӗлес мар, ваше сиятельство, эпӗр унпа туслӑччӗ; ӑна пирӗн полкра хамӑр тӑван пекех хисеплетчӗҫ. Акӑ ӗнтӗ пилӗк ҫул ун ҫинчен нимӗнле хыпар-хӑнар та ҫук. Тату пурӑнӑр… Ӑс-пуҫӑра ытлашши ан вылятӑр… Эпӗ площадка кӗтессине тӑтӑм, ҫӑмӑл аманас-тӑвас пулсан, каялла кайса ӳкес мар тесе, сулахай урапа чул ҫине тӗрентӗм, пӑртак малалла ӳпӗнтӗм. — Мӗнле ку, пушарти пекех васкамалла пулса тухрӗ? Тутӑрӗ ҫавӑнтах тем пек вӗҫме тапратнӑ, вӑл пӗрре турта ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, тепре сасартӑк карӑнса кайса, хӑмпӑланса ҫатлаттарнӑ. — Мӗн тума? — Эсӗ ӗнер мана мӗн чухлӗ укҫа кӑтартрӑн? Гусев Лося хӑйӑр ҫине вырттарчӗ, пиҫиххи хушшинчен чукмарне туртса кӑларчӗ. Король вӗчӗрхенсе тавӑрчӗ: — Тӑрӑшрӑм-ҫке эпӗ, хӑвӑртрах сутсан аванрах тесе шутларӑм. Кайран вара ҫак аманнӑ салтака хӑй кӗлеткипе хупланӑ имшеркке хӗре те, тата ун урисем вӗҫӗнчи нимӗҫ палачӗпе тытӑҫса ӳкнӗ, сарлака кунчаллӑ кивӗ керзовӑй атӑ тӑхӑннӑ красноармееца та, — пурне те ҫаплипех ҫилтӑман витсе хунӑ. Сӑмахран, эсир кӑҫал ҫуркунне кукурузӑна е хӗвелҫаврӑнӑшне йӑран хушшисене ахаль чухнехинчен икӗ хут сарлакарах хӑварса акатӑр, вӗсен тухӑҫлӑхне те вара, тӗрӗс акнипе танлаштарсан, аллӑ процент кӑна пуҫтарса кӗртетӗр. — Эсир Александра Петровна патӗнче нихӑҫан та пулмастӑр-и вара ҫак? Эпӗ йӗрсе ятӑм, пурпӗрех ура ҫине тӑтӑм. Гуго Литкен пӗтӗм пурӑнӑҫӗ куҫӗсенче. Аллисем руль умне ҫыпҫӑннӑ — сылтӑмалла, сулахаялла. Ҫаксене вӑл пурне те сӗтел ҫине лартрӗ, алӑк ҫумне тайӑнчӗ те, шӑлне йӗрсе пирӗн ҫине пӑхма тытӑнчӗ. — Рада савӑнса ҫӗкленчӗ те хӑвӑртрах алӑк уҫма васкарӗ. Дежурить тӑвас пулать, ӑнланатӑр-и? Эпӗ, тӳррипе калатӑп, эсир ман ҫинчен ҫапла тӗрӗс мар шутласса кӗтменччӗ. Унӑн сӑмахӗсем акӑ ҫаплаччӗ: «Ҫак тӳрӗ сӑмаха пӑхӑнман ҫынна тинӗсре мӗн чухлӗ хӑйӑр, вӑрманта мӗн чухлӗ ҫулҫӑ иккенне, пӗлӗтрен мӗн чухлӗ ҫумӑр тумламӗ ӳкнине шутласа кӑлармасӑр та каҫару пулас ҫук. Ӑна такамӑн кӑштӑркка, йывӑр алли чӗринчен тытса, тискеррӗн выляса, ӑна хуллен пӑчӑртанӑ пек туйӑнчӗ. Патагонец час-часах каялла ҫавӑрӑнать те Роберт Грант ҫине пӑхса илет. Вӑл кӑмӑла ҫӗклесе илекен сассипе кӑшкӑрса ярса, йӗнер ҫинчи ача паттӑрӑн ларса пынине курса хавхаланать. Ку авиабомба воронки иккен. Извозчикпа ларса пынӑ чухне хуҫа мана ҫапла каласа пычӗ: — Мана та хӗненӗ, Пешков, — мӗн тӑвас тетӗн? Вӑкӑрӑм урине хуҫса пӑрахрӗ, хуҫсах пӑрахрӗ ҫав, каяннӑй, чӑпарскер! Ҫавна тума мана хуҫа хушрӗ: пӗрре тытса сӗтӗр-ха ӑна тет, тата ҫапӑҫнӑ чухне хӑйсен лавкинче нумайтарах япала пӑстарса пӗтерме тӑрӑш, ҫапах та — вӗсене хӑйсенех сиен пулать! тет. Эсир курма пытӑр-и? — тесе ыйтрӑм. Эпӗ Ерофее ӑна хӑвӑртрах кӳлсе хатӗрлеме хушрӑм. — Пушалстӑ, кирек кама жалоба пар! Учитель калушне, камлотран ҫӗлетнӗ шинельне тӑхӑнчӗ, пысӑк тимлӗхпе шарфне ҫыхрӗ. — Тумтир тупма пулать ун валли, Рада, — терӗ вӑл. — Кусем ак, сана валли, ачам, — терӗ вӑл. — Тен, санӑн хӳшше кӗмелле пулӗ, Савелий? — сӗнчӗ Яков ун патнелле пӗшкӗнсе. Пӗр-пӗр кимӗ курӑннӑ пулсан, эпир тӳрех хамӑрӑн кимме куҫса, Иллинойс еннелле вӗҫтереттӗмӗр; юрать, нимӗнле кимӗ те курӑнмарӗ, пирӗн пӑшал та, вӑлта та, апат-ҫимӗҫ те ҫукчӗ. — Вӗлернӗ ҫӗртен пӗр тӑватҫӗр ярдра тенӗ пек. Ҫитменнине тата, пирӗн ӗҫре шухӑшлама та юрамасть-ха. Петлюра хулпуҫҫийӗсене турткаласа илчӗ. Вӑл кӗсйинчен хут ҫӗленӗн кантрине туртса кӑларнӑ, ӑна чул сӑрт тӗпекӗнчен кӑкарса лартнӑ та Беккипе пӗрле ҫула тухса кайнӑ, утнӑ майӗпе ҫӑмхине сӳтсе пынӑ. — Лӑплан, Аксель, вӗсем ӑна ҫапса хускатаймӗҫ. Анчах вӑл пулас ҫук. Вӑл йынӑшать, тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртать. Халӗ ӗнтӗ ун умӗнче вӑрман мар, аэродром. — Иосафат! Фигура умне Тимур, Симаков тата Ладыгин тухса тӑчӗҫ. Эпӗ хама-хам автӑрла юратассине ку ним чул та пырса тивмест, юрӑ мана пит кӑмӑла каять, хӗрӗ те питех шел. Пурпӗрех пӗр кашӑк пилӗк ҫынна ҫиме ҫитмест. Салтак — пемест, надзирательсем револьверӗсемпе пӑта ҫапаҫҫӗ… Унпа вӑл ҫур ҫула яхӑнах чирлерӗ. Вӑл этем пӗлмен вӑй-хӑватпа ҫеҫ хӑйне хӑй сыватрӗ, сыватрӗ мар, вилесрен ҫӑлӑнса юлчӗ. Унта ҫӳлӗк ҫинче эрех графинӗ ларать тата пит тӑрӑшса ҫӳп-ҫӳхен каснӑ панулми турамӗсем выртаҫҫӗ. Кунта та пире хирӗҫ илем килет. «Драйверс» ятлӑ, туземецсем «сирафу» текен хӗрлӗ кӑткӑсем ҫӗнтернӗ. Машук сакӑлтисене хупласа тӑракан виноград аллейисен айӗнче хушӑран иккӗн ҫеҫ ларма юратакан майрасен ула-чӑла шлепкисем вӗлтлетсе иртеҫҫӗ, ҫавӑн пек шлепке ҫумӗнче кирек хӑҫан та вара е ҫар ҫыннин карттусне асӑрхакаланӑ эпӗ е тирпейсӗр ҫавра шлепкеллисене кураттӑм. Анчах кунта амӑшӗсен ачаш ывӑлӗсем мар, маттур ҫынсем кирлӗ, ҫапӑҫура, ҫутӑран хӑраса ҫурӑксене пытанакан таракансем пек ҫынсем мар, ҫирӗп йышши халӑх, пӗр хӗрхенӳсӗр ҫапма пултаракансем кирлӗ. — Свят, свят, свят… — пӑшӑлтарӗ вӑл. Леш Аверьяна вара, кашкӑр ҫури хӑмӑш ӑшӗнчен кайӑка сыхланӑ пек, куҫран вӗҫертместӗм. Эсир: ҫапла, терӗр, Катерина Сергеевна! Ҫавӑнпа ҫавнашкал республикӑсене союзлӑ республикӑсен разрядне куҫарни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Кӗркунне тӗлне ман ӗҫ кунӗсем мӗн пама пултарассине курам-ха, май тухмасан, эпӗ тӳрех, каллех, вакӑ хуҫалӑха куҫма пултаратӑп». Тӳрех калатӑп сире, джентльменсем: кун пек негршӑн пин доллар та шеллемелле мар тата унпа кӑмӑллӑ пулмалла. Те пӗр-пӗр юн тымарӗсем пӗрлешнӗ вырӑна пуля лекнӗ, те суранӗ ҫав тери ыраттармаллах пӳрленсе кайнӑ — эпӗ пӗлместӗп. — Каҫарӑр мана, хаклӑ мистер Стумп, эпӗ ун ҫинчен астуса илеймерӗм. — Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ. Эсир хӑвӑрӑн усал ӗҫӗрсемшӗн ӗмӗрех ылханлӑ пулнӑ, анчах вӑл чӗрӗ юлнӑ пулсан пин хут лайӑх пулатчӗ. Ҫакӑн пек ырӑ мара пӗлтерекен тепӗр япалана ӑсра сӑнарлама та хӗн. — Вӑйлӑрах уртӑнӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ ҫамрӑк капитан. Вӑл бархат подрясникпе ҫӳретчӗ, оделаван сапатчӗ, халӑх хушшинчен тӗтӗркӗҫпе иртнӗ чухне хӗрарӑмсене французла «Каҫарӑр, экскюзе» тетчӗ, нихҫан та пӑхмастчӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем вара ун акӑ еплеччӗ! Хӑвӑра тепӗр хут кӑтарту париччен, Ольховка пӗр вӑхӑтлӑха сирӗн резиденци пулать. Манӑн хамӑн генерал пуласчӗ, качча пыма килӗшетӗн-и тесе ыйтма мар, вӗсен хушшинче пурӑнса вӗсем мӗнле йӑпӑлтатнине курма кӑна пуласчӗ. Ришелье урамне — Закон урамӗ, хула тулашӗнчи Сен-Антуан текен вырӑна — Мухтав поселокӗ теҫҫӗ. Пур енчен илсен те, вӑл пултаруллӑ ача пулнӑ, яланах мӗн те пулин саваланӑ, каснӑ, ҫӗмӗрнӗ, унтан каллех ҫӗнӗрен майлаштарнӑ. Трамвайсем хавассӑн янраса, чӑнкӑртатса чупрӗҫ, памятник патӗнчи тусанлӑ хӑйӑр ҫинче чаваланакан ачасем — Мускавӑн пӗчӗк гражданӗсем кӑмӑллӑн кулни илтӗнчӗ. Е ӑна масар шӑтӑкӗнчен тӑрса кайма шухӑш пырса кӗрсен пирӗштисем каҫсенче ҫеҫ курӑнаҫҫӗ-ҫке, халӗ, хӑвӑрах куратӑр, тӑр кӑнтӑрла… «Мӗнле майпа? Мӗн сӑлтавпа? — Халь ӗнтӗ вӑл часах таврӑнать пулӗ. Пӗлӗш купецсем тата хула ҫыннисем унран час-часах кулаҫҫӗ. — Калӑр-ха, Гаврилов юлташ, ӗҫ пӗр контрабандӑра ҫеҫ мар пулас кунта? Батальон командирӗ салхуллӑн ответлерӗ: — Ҫавӑ ҫав. Демид Попович та каякансен енне куҫрӗ. Попович питех те хивре кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, пӗр вырӑнта нумайччен тӑма пултарайман; вӑл ляхсемпе тытӑҫса пӑхни, халӗ ӗнтӗ тата тутарсемпе ҫапӑҫасшӑн пулнӑ. Танк полкӗн командирӗ. Эпӗ тата тепӗр хут калатӑп: эсир пӗтрӗр. Васкас пулать. Камин ҫамкинче кантӑк виткӗҫлӗ сехет ларать, кантӑкӗн аялти ҫуррине хула сӑнне ӳкернӗ, хӗвел вырӑнне ҫаврашка ункӑ та тунӑ, кантӑк витӗр сехет маятникӗ ӗҫлени курӑнать. Анчах ҫак Ҫӗр ачи тӳпери ытти япаласенчен нумай уйрӑлса тӑрать: хӑй Ҫӗр ҫинчен Уйӑх патне мӗнле вӗҫни пирки вӑл ҫынсене каласа кӑтартма пултарнӑ. Анчах ҫут тӗнчере вырӑс вӑйне парӑнтарма пултаракан вутпа асаплӑх тата вӑй пур-и вара? Ҫапла майпа вӑл хапхан тепӗр еннех усӑнчӗ, аллисемпе ҫеҫ хапха тӑрринчен тытӑнса тӑчӗ, анчах ҫапах ура пусмалли вырӑн тупаймарӗ. Петя Уралец сӗтел ҫинчен вӗт чулсене пуҫтарса илчӗ. — Халь те чӗрӗ пекех выртать. Килни, пир пиншакӑн тӳмине вӗҫертнӗ ҫухавине тӳрлетсе, кӗсйинчен кӑвак кӑранташ кӑларчӗ, унпа сӗтел ҫине шаккакаласа илчӗ: — Манӑн хушамат, эсир чухлатӑр пулӗ, Седой мар… Никольский. Карташне Саша сиксе тухрӗ те:— Мӗн шуйттанӗ мӗшӗлтететӗн эсӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Каясах тесе сӑмах татнӑ хыҫҫӑн, кашни минут хисепре тӑма пуҫларӗ. Голышев пек туйма пултарайманнишӗн вӑл вӑтанать. Сергей, вӑйсӑрланнӑ старик ҫине шарламасӑр, куҫ харшине тачӑ пӗрсе, шуралса кайса итлесе тӑнӑскер, сасартӑк мучине хулайӗнчен тытрӗ те ҫӗклеме тытӑнчӗ. Ҫак пысӑк пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарнӑ чух мана хам калама ҫук пӗчӗкленсе кайнӑн туйӑнчӗ (куҫӑмлӑ пӗлтерӗшпе мар, чӑнласах пӗчӗкленнӗ пек туйрӑм). Ман тӑрантас пысӑк крыльца умне ҫитсе чарӑннӑ чухне те ҫавнашкалах пулнӑччӗ; мана тӑрантас та, лаша та, лавҫӑ та пӗчӗкленнӗн туйӑннӑччӗ. Камӑн, ман пек, чул тусем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, вӗсен тӗлӗнтермӗш сӑн-сӑпатне темӗнччен сӑнаса, ту ҫинчи таса та сиплӗ сывлӑша тӑрана пӗлмесӗр ҫӑтма тӳрӗ килнӗ, ҫав ӑнланатех ӗнтӗ манӑн ҫав тӗлӗнмелле картинӑсене ӳкерсе, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартас килнине. Бирюк хайхи сак ҫинче выртакан пӑшалне илчӗ. — Джемма, эсӗ ӑна халӗ пӗтӗмпех каласа парасса, мана ун патне илсе каясса шанатӑп эпӗ… Питӗ лайӑх-ха! Хӑйӗн ҫивчӗ чӗлхине пула каҫса кайнипе вӑл тӗмле француз консулӗ хӑй арӑмне пӑрахса пӑтӑрмах курни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ. Натальйӑна хуняшшӗн кашни сӑмахӗ хӑратнӑ, ӑна хӑй айӑпа кӗнӗ пек туйӑннӑ; Наталья унпа упӑшки те кӑмӑлсӑр пулнине сиснӗ. Ӗшне вӗҫӗнче ҫурт-йӗр ларать; кусем — ишӗлчӗксем: хулӑн, кирпӗч стенасем, — сирпӗннипе арканнӑ тейӗн, вак чул куписем, авӑнчӑк металл каштасен кӑнтарӑннӑ вӗҫӗсем. Анчах ирсӗр этем пулчӗ: тӑшман енне куҫрӗ. «Вӗсем, пирӗн вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисене каснине курасчӗ ман!» терӗ Попович, лашипе вӗсем еннелле ҫавӑрӑнса. Унтан, хӑйсеннисем ҫинелле пӑхса, ҫапла каласа хучӗ: «А мӗн тетӗр? тен, ляхсем тӗрӗс те калаҫҫӗ пулӗ: ҫав пысӑк хырӑмли ертсе тухас пулсан, вӗсемшӗн лайӑх хӳтлӗх пулмалла». Шыв ӗҫес килчӗ. Амӑшӗ тӗлӗнсе ыйтрӗ: — Мӗн эсӗ, Николай? Вӗсем пырса кӗрсенех, «тепри» ӑна шӑппӑн темӗн каларӗ. Иккӗшӗ те, пичӗсене алӑк патнелле, ҫурӑмӗсене стена еннелле туса, ҫӗр ҫине юнашар кӗрсе ларчӗҫ. — Хӑтарӑр паллашасран! — терӗм эпӗ, алӑсемпе хӑлаҫланса, — геройсене паллаштараҫҫӗ-и вара? Манӑн ӑна курас килми пулса каять. Пӑван чӗри тапма чарӑнчӗ. Сасӑласса, паллах, бюро членӗсем кӑна сасӑлаҫҫӗ. Эпӗ ӑна куҫҫулӗпе, выртса йӑванса ӳкӗтленипе ҫавӑрасса шанатӑп. Пӗрре каҫхине, шур кӑмпа татсан, килелле кайнӑ чухне эпир вӑрман хӗррине тухрӑмӑр, кукамай канма ларчӗ, эпӗ кӑмпа тата ҫук-ши? тесе йывӑҫсем хушшинелле кӗрсе карӑм. Его превосходительство эпӗ мӗн каласшӑннине лайӑх ӑнланчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл килӗшмесӗр пуҫне суллакаларӗ те, мана тыткӑнти ҫынна илсе кайнӑ пек илсе каяҫҫӗ тесе, кӑтартса ӑнлантарса пачӗ. Тата пилӗк кун иртсен ҫеҫ эпир тепӗр тем пысӑкӑш утрава ҫитрӗмӗр, вӑл утрав хамӑр тупнӑ ҫӗрӗн виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш утравӗ пулать. Ҫакӑ вӑл чӑн-чӑн туйӑм мар-ши ӗнтӗ, телейсӗр ҫуралнӑ суккӑр ачине чунтанах юратни мар-им ҫакӑ? Анчах ача Иохим патне чупать, амӑшӗ ӑна унпа тан савӑнӑҫ параймасть. Стена ҫине шупка сарӑ уйӑх ҫути ӳкнӗ, уйӑх ҫутинче китаецсем хастартарах пек, вӗсем ҫӳлелле те, аялалла та хӑвӑртрах ҫӳренӗ пек курӑннӑ. Левкова пӑхнӑ ҫӗрте тем, сӑлтавпа пӑхса тӑмах шутланӑ Райӗҫтӑвком председательне те хӑваласа кӑларчӗ. Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать… Унӑн айӑпӗ пирки урӑх ӗнтӗ иккӗленмеҫҫӗ. Ӑна куккӑшӗ — католик епископӗ, вӗрентсе ӳстернӗ, вӑл ӑна нумай ҫуллӑха Италие вӗренме янӑ. Кӗлӗ «наукисӗр» пуҫне Коперник унта медицинӑпа техникӑна вӗреннӗ, вӑл пултаруллӑ врач, ӑста инженер пулнӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ хуҫисем чиркӳ праҫникӗсенче ҫеҫ хӑнасем йышӑннӑ пысӑк залра халь яланах ҫын нумай. Ҫапах та Венера ҫинчи кӑнтӑрлахи температура пире питех кӑмӑла кайман пулӗччӗ, мӗншӗн тесен унта ӑшӑ 100 градуса ҫитет! Апла пулсан, Венера ҫинчи океансем — ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, Венера ҫинче океансем пулма кирлӗ — кӑнтӑрла пирӗн патри вӗрекен шыв пекех вӗри пулмалла. Юлашкинчен ӑна катара темӗнле хура япала курӑнса кайнӑ. Тоня ӑна пӗтӗмпех калаҫа парсан, вӑл хыпса ӳкрӗ. Хӑйпе килӗшмесен, карчӑк питӗ усалланса кайнӑ. Эпӗ те вӗсен ушкӑнӗнчи ҫын, анчах эпӗ, вӑрӑ-хурах ӗҫне пӑрахса, тӳрӗ чунлӑ ҫын пулатӑп тесе турӑ умӗнче кӗлтурӑм, — ҫавӑнпа эпӗ вӗсен вӑрттӑн усал шухӑшне сире пӗлтеретӗп. Эпир чӗнмерӗмӗр. Ӑна Развалихин хӑйӗн нимӗн пытарман сӑлтавӗпе хыттӑн тӗксе вӑратрӗ. Ҫав кун унтер-офицерсем пур ротӑсенче те, пиллӗкмӗшсӗр пуҫне, ҫынсене тӑватӑ сехетрех тӑратрӗҫ. Эпӗ кӗрсе тӑрсанах, ватӑ джентльмен алӑка хупрӗ те сӑлӑпне шутарчӗ, ҫамрӑк арҫыннисене пӑшалӗсемпех пӳлӗмсене кайма хушрӗ; пурте хӑна пӳлӗмне кӗчӗҫ; унӑн урайне пусма татӑкӗсенчен ҫӗлесе тунӑ ҫӗнӗ кавир сарнӑ. Ҫыннисем пурте малти кантӑксенчен пӑхсан курӑнмалла мар кӗтесе пуҫтарӑнчӗҫ, — хӑрах айккинчи стени кантӑксӑр. Чӑнах та ӗнтӗ, хӗвелтухӑҫ Индине каяс тесен, Добрая Надежда сӑмсахӗн айӑккипе иртекен ҫул тӳрӗрех те тата нумай кӗске. — Поселока? Унта унӑн мӗнпур кӳллисене кӑтартнӑ, юханшывӗсемпе пӗчӗк ҫырмисем те пур, пӗр тӗлте сӑртсемлӗ вырӑн, унта тип-тикӗс хир, тепӗр тӗлте айлӑм, ялӗсене те тупнӑ, хулисемпе столицисене те паллӑ тунӑ! Амӑшӗ арҫын ачана сивӗ шыв ҫеҫ пама пултарчӗ, ҫапах лешӗ ӑна пӗтӗм кӑмӑлтан темиҫе сыпкӑм ҫӑтрӗ. — Эсӗ мана ӳстермен, — йӑвашшӑн та салхулӑн каларӗ Джонни. Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп. — Манӑн пӗр ҫынна вӗлерес килнине эпӗ тунмастӑп, тунма та пултараймастӑп, — тет Кольхаун. Вилӗм те буржуазие ҫаврӑнни! Вӑл сывалма пултарӗ-ши е ҫук? Алексей мӗн те пулин ҫимелли тупасчӗ тесе, ҫапӑҫу пулса иртнӗ вырӑна нумайччен пӑхкаларӗ. — Ҫапла, халь вӑл тӑнне ҫухатнӑ… — Каҫар, Кузьмич, вилес умӗн, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа илсе. Кӑнтӑр енче — Добрая Надежда сӑмсахӗ, унӑн столици Капштадт ятлӑ, хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗрсем те ҫавӑн пекех Англи аллинче тӑраҫҫӗ, кунти столица Сиерра-Лионе ятлӑ. Вӑхӑт ҫур сехет те иртмерӗ, сывлӑшри утрав эпӗ тӑракан чуллӑ сӑрт патнелле куҫрӗ, унӑн аялти галерейи эпӗ тӑракан сӑрт тӑррипе танлашса унтан ҫӗр ярдран ытла мар чарӑнса тӑчӗ. Максим Максимычпа уйрӑлсан, эпӗ часах Терекпе Дарьял тӑвӗсен хушшине вӗҫтерсе тухрӑм, Казбекра ирхи апат турӑм, ларсра чей ӗҫрӗм, унтан вара каҫхи апат тӗлне Владикавказа ҫитме ӗлкӗртӗм. Хунар шӗвӗр тӑрӑллӑ йӑва ӑшчиккине ҫутатрӗ. Лаша ҫинчен ӳкнӗ чух, вӑл вилнӗ пек туйӑннӑ. — Тем пулсан та, доктор! — терӗм эпӗ ӑна аллинчен тытса чарнӑ май. Ҫыранран тапранса кайиччен пирӗн ниҫта та пӗччен курӑнма юрамасть. Ҫавӑ чӑн-чӑнах та пулма пултарнине аран ҫеҫ ӗнентӗм эпӗ. Елена ун ҫине кӑлинн пӑхса илчӗ. Ну, апла пулсан, наччас хам шатӑртаттарса парӑп. Пире, иксӗмӗре, кирлӗ ҫеҫ пултӑр — пурне те пӗр ҫын юлми ҫыран хӗррине сирпӗтетпӗр; йӳнӗ вӗсем, кирек ӑҫта та темӗн чул вӗсем: йытӑ кутне тапсан та вӗсене тивет. Ҫутӑ конусӗсенче шурӑ капламсем тилӗрӳллӗн ташлаҫҫӗ. Ытах юратать пулсан та, йӗркеллӗ хӗр ӑна каласа памасть ӗнтӗ… — «Ҫӗрӗк шыв»? Ахаль кунсенче ӳсӗр арҫын сассине сайра хутра кӑна илтме пулать. Ватӑ господин вӗсенчен хӑвӑрт та ҫиленнӗ пекрех ыйтать. Унтан вӑл сасартӑк Марысьӑпа калаҫа пуҫларӗ. Турӑҫӑм! Андрей аран ответ кӗтсе илчӗ. — Ҫапла, икӗ ҫынна. — Шухӑшласа пӑхӑп-ха. Малти пӳлӗмре Мӗкӗте хӑрлаттарни те хӑранине сирсе яраймарӗ. Ҫывӑхранах ишсе иртрӗҫ — тӗмсем хушшинчен пӑхса лартӑм. Тискер пулӑн упшурлӑхне пӗлсе, матроссем унӑн хырӑмӗнче асра пулман япаласене тупасса ӗмӗтленеҫҫӗ: ку ӗмӗт вӗсене сайра-хутра ҫеҫ улталать. Элен Гленарван ҫак кӑмӑла тавӑракан япалана пӑхса тӑрас темерӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй патне каютӑна кайрӗ. Ара, вӑл санӑн арӑму-им? «Кам калама пултарать пирӗн? Ачана вӑл пилӗк ҫул ӗлӗкрех пӗр ӗҫке ернӗ атӑ ҫӗлекентен «вӑхӑтлӑха» тесе илнӗ, уншӑн кашни уйӑхра икшер тенкӗ тӳлесе тӑма пулнӑ. Утравӗ сӗм-ҫӑра вӑрман ӳссе ларнӑ леш енчи ҫыран патнеллерех выртать, унта пӗр ҫын таврашӗ те ҫук. Тен-ха Николай Антоныч хушмасӑрах ӑна пӗрмай юратса тӑнипе хӑй учителӗн, тусӗн ятне хура сӑн кӗртес мар тенипе ҫав хутсене пӗтерме шутланӑ пуль? Вӗсен тавра салтаксем кӗперленсе тӑраҫҫӗ, хӑйсем кунта усӑсӑр пулнине туйса, салхуллӑн пӗр вырӑнта тӑпӑртатаҫҫӗ. — Фактсемпе. Турт-т! Хамӑн чӗре тапни ҫеҫ илтӗнет. Эпӗ Зинаида ҫук чухне чунӑмпа ҫунса тертлентӗм: нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пӗлмерӗм, нимӗнле ӗҫ те тытаймарӑм, кунӗ-кунӗпе пӗр ун ҫинчен кӑна тимлесе шухӑшларӑм… Тухтӑр вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӑна пыра-пыра лӑскать, силлет. — Эсир — начальник, монсеньор, эпӗ — ахаль салтак. Ку ӗнтӗ сӑнран пӑхса ӳкернӗ куҫсем мар, кун пек шӑтӑкӗнчен тӑрса тухнӑ виле ҫеҫ пӑхма пултарать. Тимӗр рамӑллӑ тем пысӑкӑш чӳречесене ӗмӗр-ӗмӗр мазутпа хутӑш ларса тулнӑ тусанран тасатнӑ, ку чӳречесенчен халь хӗвел ҫутти кӗрсе, машинӑсен йӗс пайӗсем ҫине ӳкет, вӗсем ҫинче ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатать. Вӗсен ӑна айӑпламалли нимӗн те ҫук; пур йӗкӗтсем те, ӑшаланӑ пулӑсем пекех, нимӗн те каламаҫҫӗ… Кай, каях ҫӑва патнелле! — аллипе сулчӗ вӑл, ман ҫине пӑхмасӑр, хӑйпе кам ларнине те манса кайнӑ пулас. Ҫав пӑшӑлтатса калакан сӑмахсем питех те хурлӑхлӑ пулнипе Пӑван ирӗксӗрех чӗтресе илчӗ. Траншея патнелле ҫывхарнӑҫем, тыткӑна лекнӗ ҫынсен ушкӑнӗ палӑрмаллах сайралса пычӗ: вӑйлӑраххисем, ҫӑлӑнӑҫ килсе ҫитнине ӑнланса илсе, маларах ыткӑнса тухрӗҫ, вӑйсӑрланса ҫитнисемпе аманнисем — каярах юлса, хыҫалтан сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ. Утнӑ ҫӗртех, сывлайми пулса, чарӑна-чарӑна тӑраҫҫӗ, е юр ҫине тирӗнеҫҫӗ, е тата кивӗ шинель аркисене юр ҫийӗн сӗтӗркелесе утаҫҫӗ. — Вӗсем хӑйсемех анса кайӗҫ, — терӗ вӑл. Ун амӑшӗпе хӑшпӗр чух икшер сехет те калаҫаттӑмӑр, анчах вӑл пӗрмаях темле Варвара Рабинович ҫинчен калатчӗ, вӑл та декламаторша иккен те пысӑк чапа тухнӑскер имӗш, Кира амӑшӗ пӗр вӑхӑтра ун патне вӗренме пымашкӑн та шутланӑ-мӗн, анчах ҫав Варвари ана «ытла вӗҫкӗнӗн» йышӑннӑ иккен те вара тин ун патӗнче вӗренес шухӑшран сивӗннӗ. Эпӗ ҫывӑрса каяс терӗм, анчах хама хам ҫӗнтерсе илме пултараймарӑм, ҫавӑнпа аса илме тытӑнтӑм. …Эпир темле алӑксем патӗнче шурӑ сак ҫинче лартӑмӑр, эпӗ Марья Васильевна носилки хамӑртан инҫех те мар, юнашар пӳлӗмрех ларнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илеймерӗм. Хӑйсене хӑйсем иккӗшӗ икӗ тӗрлӗ тытакан ачасене сӑнаса ларнӑскер, Фома вӗрентекенӗн ыйтуне ӑнкарма та ӗлкӗреймен, ыйту ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл нимӗн те чӗнмен. Анчах эпӗ кухньӑри химипе тирпейлӗхӗн кӑткӑс фокусӗсене тахҫанах пӗлсе тӑраттӑм; хӑйӗн ачисен хырӑмӗсене ирӗксӗрех куллен улталамалла пулнӑ тата сӑнран пӑхсан кӑмӑла каймалла мар, хӑйне тивӗҫлӗн тыткалама пӗлмен йӗкӗте те тӑрантармалла пулнӑ хӗрарӑмӑн тӗрлӗ майсем тупса епле тӑрмашма лекнине лайӑх кураттӑм эпӗ. — Илья ҫинчен калаҫма вӑхӑт мар халь, атте. Вӗсенчен пӗри Экленда каймалла иккен. Малтанхисен ҫумне тепӗр ике мӑчавӑр хутӑштарнӑ хӑйсен сассисене. Ҫӗр кунта тӗмескеллӗрех, хӑш-пӗр ҫӗрте чӗтренкелет, — ура айӗнчи мӑксем тата шур ҫырлин ҫирӗп аврисем вӑштӑртатса илеҫҫӗ. Каҫ пуличченех шоссе тӑрӑх лавсем кӗмсӗртетсе шурӗҫ, хулана кӗнӗ сичевой стрелок дивизийӗн хӳри тӑсӑлчӗ… Каҫхи апат хыҫҫӑн Эленпа Мэри хӑйсене уйӑрса панӑ пӗр кӗтесе кайса урайне сармаллисем ҫине выртрӗҫ. Гросфатер пӗтрӗ, анчах эпӗ эсӗ местоимени темиҫе хут тӗл пулакан предложенисем шухӑшла-шухӑшла тупрӑм пулин те, вӗсенчен пӗрне те каласа ӗлкӗреймерӗм. Вӑл тӗттӗмре хӑйӗнпе хӑй йӑвашшӑн та айӑплӑн кулкаларӗ те, тӗршӗнкелесе илсе, ҫавӑнтах малалла таплаттарчӗ. Акӑ мӗн: ҫыр эс ҫӗнӗрен ҫав вексельсене — вунпиллӗклӗх, ку хисепрен процентне халех тӳле… шанчӑклӑ пултӑр тесе, икӗ парӑшушӑн заклад хыв… Хам. Анчах ҫапах та вӗсем, е апла, е капла суд тумалла пулсан та, закона хытӑ пӑхӑнаҫҫӗ. Ҫӳллӗ сӑртсен лаптак тӑррисенче качакасем нумай вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Сунарҫӑсем кайнӑ хыҫҫӑн Гленарванпа Мак-Набс, Вильсонпа Мюльредине вут чӗртме каласа хӑварчӗҫ, хӑйсем йывӑҫ ҫине касса тунӑ паллӑна пӑхма кайрӗҫ. — Шуйттан ҫӑтса ятӑрах вӗсене сан Дейко мучупа пӗрле! — Сылтӑмалла, унтан вара, тепӗр икӗ аллейӑран иртсен, сулахаялла, — кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӑл та чӳрече патне ҫӗкленме тӑчӗ, анчах хытӑ хутсемпе хупласа гипспа хытарса лартнӑ урисем ӑна кансӗрлерӗҫ те, вӑл ҫӗкленсе ҫитеймерӗ. Питӗ аван, тепӗр сехетрен эпӗ сире аэродромра кӗтетӗп. Пӗр тӗрӗк ҫынни, ӳсӗр уксах пӑлхар хушнипе лаши ҫинчен анса, хӑй сӑваплӑ йӑх ҫынни иккенне манса, пилӗк ҫыххинче пӑшалӗ пуррине асне илмесӗр ҫав иртӗхнӗ Капасӑза пӗтӗм халӑх ҫинче выльӑх пек хӑйне утлантарса пынине Марко халь кӑна курчӗ-ҫке! Пампассенче илтӗнекен уланӑ сасӑсенчен тата тӗттӗмре куҫса ҫӳрекен ӗмӗлкесенчен Гленарван Гуамини шывӑн хӗрринче питӗ нумай кашкӑрсем пуҫтарӑнни ҫинчен пӗлчӗ. Тискер кайӑксем лашасемпе ҫын шӑршине сиснӗ, вӗсенчен пӗри те халь пӗрер пай какай ҫимесӗр шӑтӑкӗсене каясшӑн мар. — Мана пӑшалпа пенӗ хыҫҫӑн эпир хӳтӗленме хатӗрлентӗмӗр, — терӗ вӑл. Тен, вӗсем нимӗҫсем вӑрман касма хӑваласа килнӗ ҫынсем пуль? Оленин вара яланах хӑйне манерлӗ пурӑннӑ, ыттисем такӑрлатнӑ ҫулсенчен йӗрӗннӗ. Ман карчӑк халӗ сакӑр пӑт таять пулсан, вунтӑххӑрта ун виҫи… — Старик куҫне чарса, тӳтисене шухӑшлӑн мӑклаттарчӗ, вара татӑклӑн: — Вун пилӗк пӑтран пӗртте кая пулман, тупа та турӑшӑн суймастӑп! — тесе хучӗ. Каҫса кайса кулакан Давыдов кӑшт илтӗнмелле:— Ытла нумай мар-и?.. — тесе ыйтрӗ. Эсир шухӑшласа пӑхӑр-ха… Ҫӗнӗ планета пысӑк мар, унӑн масси 1.472 кг, Ҫӗр массинчен миллиардшар-миллиардшар хут пӗчӗкрех. Хаклӑ йышши шӑратнӑ чул! Меридиан енӗпе сарӑлса выртан ҫӗре тупни пире пӗр-пӗр кирлӗ вӑхӑтра карап хӑварса ҫӗр ҫине тухма шанчӑк парать. Унта эпир Таймыр ҫурутравӗ хӗррине кайса Енисейпе Хатанга шывӗсем тинӗсе юхса кӗрекен ҫӗре ҫитсе, май килнӗ таран, пирвайхи ялсене тухнӑ пулӑттӑмӑр. Вырсарникун эпир хамӑр лавкана кӑнтӑрлахи кӗлӗ хыҫҫӑн уҫрӑмӑр та, пирӗн крыльца патне ҫав самантрах мужиксем пухӑнма пуҫларӗҫ. Эпӗ туй хыҫҫӑн ултӑ эрнеренех ҫуралнӑ. Пирӗн перчеткесем ҫук вӗт, — шухӑшларӑм эпӗ, — ҫӳле хӑпарас — шыраса пӑхас». Чӑн-чӑн Вандея вӑл — хӑй килӗнчи Вандея; унта вӑл вутра та ҫунмасть, шывра та путмасть. — Тар, Бойчо! — Грэй, эпӗ санӑн ятна судовой журнал ҫине ҫырса хуратӑп, — терӗ вӑл. Тарӑн хушӑксенче ӳсекен ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӗмӗсем ҫил кӑшт сывласа илнипех пирӗн ҫине кӗмӗл тумламсем сапаҫҫӗ. Дик Сэндпа Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт пичче те пӳртрен чупса тухрӗҫ. Геркулес ку вӑхӑтра пырӗнчен ярса илнӗ йытӑран хӑтӑласшӑн ҫӗрте пӗтӗрӗнекен ҫын ҫине сиксе те ӳкрӗ. — Ку пӗрремӗш пункт! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, тарланӑ ҫамкине шӑлса илсе. Хӑй вара стенасене чӗтрентермеллех хӗрсе кайса калаҫрӗ. — Тен, тӗрӗс те пулӗ. Вӑл шуралса кайрӗ, унӑн пичӗ темле шӗвӗрӗлчӗ, сӑмса ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ. Анчах апат валеҫнӗ сехетсенче те халӑх ушкӑнӗсем шавлама пӑрахмаҫҫӗ. Ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫак тӳрккес, хӑйӗн Мускаври паллакан ҫыннисемпе пӗр шая хуман чунсем хушшинче вара ӑна мӗнпур пулса иртнӗ япаласенчен тасалса пынӑ пек, халиччен курман ирӗке тухнӑ пек туйӑнчӗ. Вӗсен вырӑнне мана корольсене е архиепископсене кӑтартнӑ пулсан, эпӗ сахалтарах хӗпӗртенӗ пулӑттӑм. Эпӗ те тинӗс тӑрӑх каятӑп-ҫке! Эпӗ тинӗсе шкуна ҫинче, рожокпа вылякан боцманпа, ҫивӗтсем тунӑ тата юрӑсем юрлакан матроссемпе каятӑп! Ҫавӑнтан вара ман пурнӑҫ улшӑнчӗ. Эпӗ пӳрт ӑшчиккине тепӗр хут сӑнаса ҫаврӑнтӑм. Пӳрт мана паҫӑрхинчен те салхуллӑрах пек туйӑнчӗ. Кунта алтса хӑтланма вӑхӑт ҫук ман. Рашчари вӗтлӗх ӑшӗнчен ҫул ҫинелле антилопа сиксе тухнӑ. Колхоз правленинче те, ял Советӗнче те иртен пуҫласа ҫӗрлечченех халӑх кӗпӗрленет. — Нимӗҫсем умӗнче хам тӑрӑшнине кӑтартрӑм пулать… — Кӳрентерес килмест ман сана. Металл цилиндрсенче — сарӑ валиксем; вӗсем фонограф валикӗсем евӗрлӗ, анчах вӗсен сийӗ кӗленче пек яп-яка, чӗрнепе перӗнсен шӑмӑ евӗр туйӑнаҫҫӗ. Эх, ҫитӗ вӑхӑт, калаҫма тытӑнӑп вара эпӗ те, хамӑн сӑмахӑмсемпе калаҫӑп. — Мӗскер унта? — Ер-рунда, — каллех мӗкӗрет кӗтесрен тахӑшӗ. Вӑл Мересьев аллине тата тепӗр хут ыраттармаллах чӑмӑртарӗ. — Чирленӗ эс,— пат татсах каларӗ Юргин. Хӗл хӑйӗн юлашки юрне тӑкса пӗтерме тӑрӑшать. Нимӗн те ҫук. — Мӗн пулчӗ сире? — терӗм эпӗ, ӑна аллинчен тытса. Мана карапа тытса пыни кӑмӑла кайрӗ. Кӗпӗрне темиҫе тӗслӗ, темиҫе сийлӗ Петлюра бандисемпе тулса ларчӗ: кунта пӗчӗк батькӑсемпе пысӑк батькӑсем, Голубсем, Архангелсем, Ангелсем, Гордисем тата шутласа кӑларма ҫук темӗнле ятлисем те пур. «кунта вӑтанмалли нимӗн те ҫук, эпир пӗр тӑвансем, апла пулсан ҫемьери пысӑк ӗҫ ҫинчен пӗр-пӗринпе канашламаллах», — тенӗ пулӗччӗ. Сылтӑм енче урама баррикадӑпа пӳлсе хунӑ, ун ҫинче, амбразурӑсенче, темӗнле пӗчӗк тупӑсем лараҫҫӗ, вӗсем патӗнче пӗр матрос чӗлӗм турткаласа тӑрать. Вӑл каллех вара усалсене ырӑпа юраса пӑхасшӑн пулчӗ: — Хисеплӗ ҫыннӑмсем, ват ҫынна та пулин хӗрхенӗр… Пӗркунхине, февралӗн тӑххӑрмӗшӗнче, ҫак вӑйӑ вӑхӑтӗнче тӗлӗнмелле мыскара пулса иртрӗ. Ун ҫинчен тӗплӗнрех каласа парсан та юрать пуль. — Никампа ӗҫлеме ҫук. Яков Лукич пулӑшнипе ҫамрӑк агроном Ветютнев иртен пуҫласах ҫураки планне тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлет, тӗрӗсле-тӗрӗсле тӳрлетет, пырса ҫӳрекен казаксене ялхуҫалӑх ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗрлӗрен справкӑсем пара-пара ярать, ытти вӑхӑтне кӗлетсене кӳрсе паракан вӑрлӑха епле тасатнине тата имҫампа ҫунине сӑнаса ирттерет, сайра-хутрах, хӑй калашле, «ветеринарланса» та ҫӳрекелет: хӑшӗн те пулин чирленӗ ӗнине е сурӑхне эмеллеме кайкаласа килет. Ҫийӗнчи кӗпи унӑн юртан шурӑрах, шлепки ҫуталса кӑна тӑрать, хулара никамран лайӑхрах тумланать вӑл: сехечӗ ылтӑн вӑчӑраллӑ, туйи кӗмӗл авӑрлӑ, — акӑш-макӑш чаплӑ этем! — Ҫук, йӑмӑкӑм, ҫыншӑн хӑрушӑ мар вӑл. Раиса Александровна ҫав хушӑра, ҫилли тӑвӑлса ларнине чыхӑнатчӗ пулин те, сӑмах чи хаваслӑ та чуна ырӑ япаласем пирки пынӑ чухнехи евӗр, кулкалам пекки туса, чашкӑра-чашкӑра калаҫрӗ: — Эпӗ хампа кунашкал хӑтланма ирӗк памастӑп. Пӗлӗтре ҫиҫме пуҫланӑ ҫиҫӗмсем хуралса выртакан шывра куҫкӗски ҫинчи пек ялтӑртатаҫҫӗ. Паганель шӳт тӑвать тени унӑн асӗнче те пулмарӗ. Хӑйсене ялан ҫирӗп тытакан индеецсем шӳт тунине пӗлмеҫҫӗ. — Пирӗн мӗншӗн вилмелле? Эпӗ нумай туртаттӑм; табак ӳсӗртсе янипе ӑша вӑркантаракан, пӑшӑрхантаракан шухӑшсене пӑртак лӑплантарса хуратчӗ. Вӗсем апат ҫисе тухрӗҫ, анчах ҫаплах-ха ӑнланмалла мар шатӑртатакан сӑмахсемпе пӑр пек сапрӗҫ. Вӑл чавсисене чӗр куҫҫисем ҫине хунӑ, янах айӗпе тӗревленсе ларать. — Леререх тата — ҫав тери пысӑк крокодил. Ну? Вара вӗсем, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса, ҫӑмӑлтарах чӗлхепе ҫырнӑ ультиматум яма шут туса хучӗҫ. Хамӑр ультиматума запорожцӑсем Турци султанӗ патне янӑ послани евӗр ҫырӑпӑр, терӗҫ вӗсем. Леш асӑннӑ ҫынӗсем сисмелле мар тухса шунӑ. Таҫтан ҫын сасси илтӗне-илтӗне каять. Хӑй тарҫисене ҫав тери нумай вӑхӑт хушши тӑрӑшса пӑсса пынӑ хыҫҫӑн та вӑл вӗсем йӗксӗксем пулма хатӗррине ҫапах та шанмасть-и-ха? Пирӗн куҫа мӗншӗн-ха тӗкӗр е ҫутӑ кровать ҫаврашки ҫине ӳкекен Хӗвел пайӑркисем шартараҫҫӗ? Мӗншӗн тата ҫав пайӑркасемех тетрадь питне е кровать ҫине витнӗ ҫиттине ҫутатнӑ чухне пирӗн куҫа шартармаҫҫӗ? Йӑлтӑркка япаласене пит лайӑх якатнӑ пулсан, вӗсем хӑйсем ҫине ӳкекен ҫутта пӗтӗм лаппипех пӗр еннелле ӳкереҫҫӗ. Ҫав лаппипех ӳкнӗ ҫутӑ куҫа йӑмӑхтарать. Катрашка питлӗ япаласем Хӗвел ҫутине тӗрлӗ енне сапаласа яраҫҫӗ. Эпӗ, кышласа пӗтернӗ йывӑҫ тӗмӗ айне выртрӑм та, йӗри-тавра сӑнаса пӑхма пуҫларӑм. Пӑхма тӗлӗнмелле илемлӗ. Малтан кӑшт кӑна тӗрткелесе, талкӑштарса пычӗҫ, ятлаҫкаларӗҫ, унтан вара, вӑл пӗрехмаях кулкаласа та шӳтлесе калаҫнипе ҫав тери тарӑхса кайса, хытах хӗнеме пуҫларӗҫ. Епле пулсан та ытларах киленсе курасчӗ тесе ҫеҫ тӑрӑшать. Эй, кинсем, мӗн унта сӑмаварпа хӑтланатӑр? — тенӗ. — Паллах, усӑллӑ. Давай тата пылаккине пӗр штоф, унсӑрӑн эпир сана суда паратпӑр», — тет. Ҫемен ҫилленсе кайрӗ, ашшӗ енне ҫаврӑнчӗ те сиввӗн каласа хучӗ: — Эсир те, аттеҫӗм, питех ан хӑратӑр! — Эппин ыран тарӑпӑр; ыран пур пӗрех таратпӑр. — Ыран ҫав, — пурте пӑтрашнӑ вӑхӑтра. — Ун чух вара пурте тарса пӗтеҫҫӗ-ҫке, — ыттисем хамӑртан маларах ан шӑвӑнччӑр. Шуйттан ачи, эпӗ сана курсанах палласа илтӗм! Юлашкинчен его величество эпӗ мӗн каланисене пурне те хӑй кӗскен пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Унтан вӑл мана аллине тытрӗ те, ерипен ачашласа, мана нихҫан та асран кайми ҫак сӑмахсене каларӗ: — Пӗчӗк тусӑм Грильдриг, эсир хӑвӑр тӑван ҫӗршывна тӗлӗнмелле мухтав сӑмахӗ каларӑр, терӗ. Эсир пӗлӳсӗрлӗх, юлхав тата усал кӑлтӑксем час-часах закон кӑларакансен пит те усӑллӑ енӗсем пулса тӑнине кӑтартса патӑр; кам законсене ытларах пӑсма, пӑтраштарма, вӗсенчен тӗрлӗ майпа пӑрӑнма пултарать тата ҫапла тӑвасшӑн ытларах тӑрӑшать, законсене ҫавсем ытларах ӑнлантарса пама, пӗлтерӗшӗсене тӗпчесе кӑтартма, пурнӑҫа кӗртме пултараҫҫӗ. Нимле кимӗ те хӑватлӑ шывсиккинчен — ку, тен, Нтама шывсиккийӗсем пуль — иртеймӗ. Авалхи йӑласене хисеплекен помещиксем «шурлӑх кайӑкӗсене» юратмаҫҫӗ, ытларах килти кайӑк-кӗшӗке хисеплеҫҫӗ. Ҫӳлте асӑннӑ повеҫсем унӑн чи малтанхи, вӗренмелле анчах тенӗ пек ҫырнӑскерсемччӗ пулас. — Фома ҫине тӗлӗнӳллӗн пӑхса каланӑ Любовь. — Тӗрӗс, — терӗ Инсаров: — унта, эпир ҫитсен… — Мӗн? — ӑна пӳлсе ыйтрӗ Елена. — Пӗрле вилесси хавас мар-и вара? Тата мӗншӗн вилмелле-ха пирӗн? Эпӗ хам тума пултарайман япалана маншӑн шӑпах эсӗ тӑватӑн, анчах — пултараймастӑп. Унта Говэн тӑрса юлчӗ. Таракан ҫыннӑн ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илет. Анчах эсир хӑвӑр епле пурӑннине мана каламарӑр-ха. Зеб хӑйне тархаслаттарса тӑман. Вара Алексей чӑнласах калаҫма тытӑнчӗ: — Эсӗ темшӗн час-часах ҫавӑн ҫинчен калаҫатӑн: ҫынсем пӑсӑлаҫҫӗ те пӑсӑлаҫҫӗ, тетӗн. Вӑйлӑ ҫил вӗрет, тинӗсре пысӑк хумсем явӑнаҫҫӗ. Вӑл, тӗмсем хыҫӗнчен курӑнманскер, вӑрман патне ҫывхарнӑ чух сасартӑк хӑрушшӑн кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ. Ак хӗвелӗ те ҫук. — Чӑн та, виҫерен иртсе нумай павраҫҫӗ, — тесе килӗшрӗ унпа доктор. Вӑл алла палласа илеймерӗ, ун чӗри ыратса кайрӗ. — Кунти помещиксенчен хӑшин патне кӗрешнӗ вара эсир? — ыйтрӗ офицер. Вӗсем хӑйсен кӗлеткисене мухтавлӑн килӗштерсе тытаҫҫӗ, хӑйсен тирӗсем вӗтӗ ҫӑмлӑ. — Юрӗ, докладной ҫыру ҫырӑр эппин эсир, — терӗ вӑл мана, ҫавна хамах ҫырма тивнӗшӗн хӗрхеннӗ пек пулса. Ла-Вьевиль те: шӳтлеме чарӑнас пулать, тесе шутласа илчӗ. Мичо каллех Мартын Задека ӑрӑмланине Марко тавҫӑрса илчӗ. — Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп, эсир мӗн калать, — терӗ вӑл юлашкинчен. Лозневой Марийкӑпа пулма тӗл килсе тухнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗ. Пӗр самантрах эпӗ ҫӳле чупса хӑпартӑм, тепӗр самантранах ҫиҫӗмсирен тӑрӑх аяла антӑм, тӗттӗмре такӑна-такӑна сарай патнелле васкарӑм. Ура татма татах ҫӑмӑлрах. Винокур, май пур чухне, йӗркене пӑсакан ҫынна курас тесе чупса пычӗ, анчах, унӑн хӑрушла сӑрласа лартнӑ пит-куҫне тата вӑрӑм сухалне курсан, хӑранипе каялла чакрӗ. — Ҫук, — терӗ мана хирӗҫ пичче, — ку пулма пултараймасть, пулас та ҫук. Ҫавӑнпа вӑл ҫӗр виҫекен пулма тӑрӑшнӑ та ӗнтӗ. Эпӗ, атака вӑхӑтӗнче пиратсенчен пӗрне персе амантнине, унтан вӑл вӑрмана тарса ҫухалнине аса илтӗм. Ӑш вӑрканипе асапланни ҫумне тата кӗвӗҫни хутшӑннӑ. «Ларӑр-ха кӑштах! Икӗ хӑрушлӑхран — пӗри чӑнах та пулма пултарать, тепри пулма кӑна пултарать — хӑшне суйласа илесси паллах ӗнтӗ. Туршӑн та, вӗсем шӑршине туйнӑ пулсан, унта пӗр тумлам та юлман пулӗ ӗнтӗ! — Ку мӗне пӗлтерет? — ыйтрӗ Говэн Тешанран. Горничнӑй хӗр сӑмавар ҫӗклесе кӗрсен, калаҫу татӑлнӑ. — Ну Джон, мӗнле пырать «Дункан»? — Кӑна акӑлчансем тунӑ, урӑх никам та мар! — тесе хучӗ Паганель. Паллах ӗнтӗ тӗнчере Николайсем нумаййи, вӗсем ҫак аудиторире те сахал мар, анчах хам ҫав ята асӑнсан вӗсенчен пӗри ҫеҫ сасартӑк яртах каҫӑрӑлса илчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй таянса тӑнӑ патакӗ урайне ӳкрӗ те кусса кайрӗ. Апла пулин те, Мускав патнелле пӗр утӑм та малалла иртеймерӗҫ. Ҫитменнине тата эпир икӗ монархӗ те часах ирӗккӗн сывласа ярӑпӑр, мӗншӗн тесен Ту-Этем тӗлӗнмелле пысӑк карап тупнӑ та ҫав караппа тинӗсе тухса кайма пултарать, тесе хушса ҫырнӑ. Эпӗ хамӑн ҫынсене вӑл карапа халӗ ҫул ҫине тухса кайма хатӗрлеме хушрӑм, икӗ империй те темиҫе эрнеренех ҫав тери чӑтайми йывӑрлӑхран хӑтӑласса эпӗ шанса тӑратӑп, тенӗ. — Аван ача санӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл сехет ҫине пӑхса: — эпӗ кунта чей пирки кӗрсеттӗм. Англин суту-илӳ карапӗ ҫине ларса Лиссабонран эпӗ ноябрӗн 24-мӗшӗнче тухса кайрӑм. Ҫав карап хуҫи кам пулнине эпӗ никамран та ыйтса пӗлеймерӗм. Евреинов мана Хусанта хам патра пурӑнатӑн, кӗркуннепе хӗл вӑхӑтӗнче гимнази курсне вӗренсе пӗтеретӗн, «хӑш-пӗр» экзаменсене паратӑн (вӑл ҫавӑн пекех — «хӑш-пӗр» тесех калатчӗ), университетра сана хысна стипендине параҫҫӗ, вара пӗр пилӗк ҫултан эсӗ «учёнӑй» пулатӑн, тетчӗ. Ҫакӑ ученӑйӑн чи хаклӑ япали пулнӑ. — Джемма тенкел ҫинче кӑштах куҫса ларчӗ. — Саклата-и? Фома, ашшӗн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса илнӗ те, малти кӗтесре кӑпӑшка сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк хӗрарӑм сӗтел ҫине тайӑнса ларнине курах кайнӑ: унӑн шурӑ сӑнлӑ пичӗ ҫинче тӗксӗм куҫӗсем, ҫӳхе куҫхаршисем, тӑртанса тӑракан хӗрлӗ тутисем уҫҫӑн уйрӑлса тӑнӑ. — Сучокӑн хӑмаран тунӑ пӗчӗк кимӗ пур, — терӗ Владимир, — анчах эпӗ вӑл ӑҫта пытарса лартнине пӗлместӗп. Мӗнле арӑм-ха тата! — Тата мӗн каласшӑн эсир? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Уҫса пӑрахнӑ чӳречесенчен Дунай шавлани илтӗнет. Комисси виҫсе ҫӳрет. Ҫитменнине тата ещӗксене йӗкехӳре шӑтара-шӑтара пӗтернӗ, ӑшӗнче мӗн пуррине ҫисе янӑ. Сад пахчи ҫийӗнчи сывлӑшра та йывӑр шӑршӑ тӑрать. Туратсем хушшипе иртекен вӑйлӑ ӑшӑ ҫил те сулхӑн илсе килмест, сад пахчисем тӑрӑх сапаланса ларакан груша, персик тата тут йывӑҫҫисен тӑррисене анчах пӗр майлӑ авкалать. — Эпӗ юлатӑп-и? — ыйтрӗ Елена. Йышӑнмасӑр тӑма май пулмарӗ: вӑл вӗт мана, ырринех ан кӗт, ҫапнӑ та пулӗччӗ, — вара… (Базаров ҫак пӗр шухӑшпах кӑвакарса кайрӗ, унӑн пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑхӗ вирелле тӑчӗ). Вара ӑна, кушак ҫурине пӑвнӑ пек, пӑвса вӗлермелле кӑна пулатчӗ». Николай Антоныч, жилечӗн ҫӳлти тӳмине вӗҫертсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ. Шураличченех хӗрсе кайрӗ… «Тург» сӑмах унӑн ӑс-тӑнӗнче пӗр самантлӑха ҫиҫӗм пек ҫуталса илчӗ те, каллех тӗтӗм пек хупласа хучӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн? Санӑн аҫу тӳлеме пултарать-и? — Ан пӑшӑрханӑр. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? Акӑ юлашки кун, уйрӑлмалли кун та ҫитрӗ! Паганель пирвайхи тивӗҫлӗхпе Колорадон тӑмлӑ шывне кӗрсе чӳхенчӗ. Эпӗ кулӑш тупсӑмне ӑнланма пуҫларӑм та, манӑн та мӗн те пулин кулмалли каласа кӑтартас килчӗ, анчах эп каланӑ чухне пурте именӳллӗн пӑхрӗҫ е пачах пӑхас мар тесе тӑрӑшрӗҫ те, ман анекдот ӑнӑҫмарӗ. Анчах ҫав «калаҫрӑм» сӑмах йӗкӗт ҫӑварӗнчен темскерле, ирӗксӗртен тенӗ пек, салхуллӑн тухса кайрӗ. Хӑй ҫитмелли ҫӗре ҫывхарса пычӗ-и вӑл е унтан аяккалла утрӗ? Хӑюллӑ пулнӑ вӑл, йӗксӗк! Турӑҫӑм! Яков Лукич пырса кӗрсен, Тимофей шӑпӑртах пулчӗ, анчах ашшӗ ӑна:— Ку хамӑр ҫын, Тимоша. Ку февралӗн 10-мӗшӗнче пулчӗ. Хреснаҫу сан — ӑслӑ старик… Анчах киле таврӑнсан, вӑл манран унӑн ҫурчӗ мана килӗшнипе килӗшменнине, унӑн ҫурчӗн архитектуринче эпӗ хама кӑмӑла кайман мӗнле ҫитменлӗхсем асӑрханине, унӑн тарҫисен ҫи-пуҫӗсемпе тумтирӗсенче мана мӗн килӗшменнине ыйтрӗ. Пӗчӗкҫӗ хунар ҫутинче симӗс тӗслӗ курӑнаканскер, халь вӑл сехет пӗр кӗвӗллӗн тиклетнине ҫеҫ илтет. — Эпӗ ӑна малтарахран куратӑп! — терӗ Самойлов, кулса. Вӑл шухӑша кайса ҫӳрессине темле именчӗклӗ савӑклӑхпа, эпӗ маларахра асӑннӑскерпе, час-час ылмаштарни, аттен юратнӑ сӑмахӗсене тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсене пӗрмай калани, аттепе пуҫарнӑ калаҫусене ытти ҫынсемпе малалла тӑсни, — ҫаксем пурте, эхер ку хӑтланусене атте мар, урӑх ҫын тӑвас-тӑк тата эпӗ ҫулпа аслӑрах пулас-тӑк, аттепе Авдотья Васильевна хушшинчи ҫыхӑнусене мана ӑнлантарса паратчӗҫех, анчах эпӗ ҫав вӑхӑтра нимӗн те тӗшмӗртеймерӗм, атте ман умра Петр Васильевичран темле ҫыру илсе, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн тарӑхса кайсан та, август уйӑхӗ иртичченех Епифановсем патне ҫӳреме чарӑнсан та, эпӗ пачах нимӗн те сисмерӗм. Ҫине-ҫинех аллине кӑткӑ йӑвине чикрӗ вӑл, юлашкинчен йӑвари пӗтӗм кӑткӑ ҫиеле тапса тухрӗ. — Мвякин кайнӑ еннелле пуҫне сӗлтсе каланӑ Зубов. — Кирек мӗн каласан та, мана ун пек япалапа астарма пултарас ҫук. Тӗрӗс калатӑп-и, хӗрарӑмсем? Петр, шӑлне ҫыртса, хӗрӗн нӳрлӗ тутисене сӗртӗнет. — Ҫук, нимӗн те каламастӑп. — Камӑн? Тата тепӗр хутчен вӑл свидетель пулса тухать. Унтан, урайне сурса, вӑл арӑмӗ ҫине хаяррӑн кӑшкӑрчӗ: — Пар йӗме! Ҫитменнине, суккӑрсемшӗн ҫав териех тӑрӑшни те кирлех мар: вӑл ҫав тери пысӑк йӑнӑш… Витӗр курӑнакан таса юхан шывсем пӗчӗк ҫаран тӑрӑх авкаланса, туратлӑ юман йывӑҫ чӑтлӑхӗсенче пытаннӑ. Шурӑ краскӑпа сӑрланӑ тата ылттӑн шывӗпе илемлетнӗ пӳлӗм хӑмисем ҫинче пылчӑклӑ пӳрнесен йӗррисем юлнӑ. Вӑл пире ҫак икӗ саспалли мӗне пӗлтернине, пирӗн кока хӑй мӗншӗн шӑл шурри ҫеҫ кӑтартнине ӑнлантарса парӗччӗ. — Тав тунине ӗҫпе кӑтартса парас тесен, ман сӗнӗве йышӑнӑр, — терӗ Гаррис. Юлашкинчен Безобедов тӑчӗ, анчах Дмитрий ҫавнашкал лайӑх хӑнана тӑруках кӑларса ярасшӑн пулмарӗ; вӑл ӑна ҫӗр выртма сӗнчӗ, телее, лешӗ килӗшмесӗр тухса кайрӗ. — Куратӑп эпӗ, эсир ман ҫине пӑхатӑр та тӗлӗнетӗр… Алексей Мересьев аллисене кӑкри ҫине хӗреслесе выртнӑ. Ҫапах та вӑл пирӗн ҫӗршывра ехусем кӑна ӑс-тӑнлӑ пулсан, вӗсем ытти пур чӗрчунсене те хӑйсене пӑхӑнтарса пуҫпулса тӑнипе килӗшмеллех пулать, терӗ, мӗншӗн тесен ӑс-тӑнӑн ытти пур вӑйсене те ҫӗнтермелле, вӗсене хӑйне пӑхӑнтарса тӑмалла. Мӗншӗн-ха манӑн Генри Пойндекстер виллипе те ҫавӑн пек тумалла мар-ха? Ҫав вӑхӑтра ку вырӑна юланутпа кошевой пырса ҫитрӗ, вӑл Остапа ырласа «Вот ҫӗнӗ атаман, ҫапах та ҫара ватӑ атаман пекех ертсе пырать!» терӗ. Вланг, блиндажӑн лугра алӑкне курсанах, пуринчен те малтан блиндажа чупса кӗрсе кайрӗ, такӑннипе чул урайне ҫапӑнчӗ, вара пӗр кӗтессе йӑпшӑнса ҫитрӗ те хускалмиех кукленсе ларчӗ. — Мӗнле кӑна юратӑн тата! — кӑшкӑравлӑн каланӑ Фома. Елена Инсаровпа юнашар пырса ларчӗ те ун ҫумне тӗршӗнчӗ, ӑшшӑн кулакан, ачашлакан ҫепӗҫ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхма пуҫларӗ; пӗр юратакан хӗрарӑм куҫӗ ҫеҫ ҫавнашкал ҫуталма пултарать. Ромашов, шурса пынӑ май, Николаева куҫӗсенчен курайманлӑхпа пӑхрӗ. Эпӗ ӑна аллинчен тытрӑм. Крыльца тӗлӗнче, лапкам-лапкам юр ҫунӑ пекех, шап-шурӑ тӗк-мамӑк ҫаврӑнса вӗҫме тапратрӗ. Чӗлхемре сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тупӑнать — ҫакӑн пек эпӗ хӑҫан нумай калаҫнине хам та астумастӑп. Вӑл ҫак Киеври ҫӗр хӑвӑлӗсене аса илтерекен стенасене интересленсех пӑхкаласа пычӗ. Ун чухне эпир ирӗклӗн, хамӑр ҫулпа ишнӗ. Анчах та эпир акӑ 1913 ҫулхи октябрьтен вара пӑрпа пӗрле ҫурҫӗрелле ерипен куҫса пыратпӑр. Лётчиксем ҫаплах кӑмака ҫинче выртрӗҫ, вӑл кашни бомба ӳксе ҫурӑлмассеренех енчен енне сулӑнкаласа, сиккелесе тӑчӗ. Майор шӑпланчӗ. Унӑн юлташӗсем, ҫавӑн пекех чӗнмесӗр, шухӑша кайса ларчӗҫ. Иккӗн пӗр аманнӑ боеца ярса илнӗ те, майне пӗлмесӗртерех ҫӗклесе, вӑрманалла йӑтса каяҫҫӗ. — Тӗрӗс мар, — терӗ хирӗҫ тухтӑр. Хыҫалта, пуринчен кайра, урисене васкамасӑр пӗр харӑс илсе пусакан боецсем умӗнче, хайӗн пӗчӗк шурӑ халатне тӑхӑннӑ Клавдия Михайловна такӑнкаласа утса пынӑ, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн умӗнче нимӗн те курман пулмалла. Ун ҫине паян шӑп та шай хӑй хӑш чухне ҫак чӗмсӗр кунтеленсем ҫине кӑвакарнӑ пекех кӑшкӑрчӗ, ҫакӑ вара пуринчен ытла мӑшкӑллӑ, чуна каскалантарса ыраттарать, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫри вырӑнсен уйрӑмлӑхне пӗтерсе хурать, унӑн офицер чыс-хисеплӗхне хӑй шутланӑ пек каласан, этем тивӗҫлӗхне чакарать. Вӑл хӗрелсе кайрӗ; хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна вӗлерме намӑс пулчӗ ӑна; эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхатӑп; ҫав хушӑра мана вӑл ман ура патне пырса ӳкессӗн туйӑнчӗ; каҫару ыйтассӑн туйӑнчӗ. Хӑвӑртрах! Хушӑран хушӑ сасартӑк шавран та хӑрушӑ шӑплӑх хупласа илет. Унтан вӗсем пурте йӗнерсем ҫине сике-сике ларчӗҫ те, енчен-енне тайӑла-тайӑла, арена тавра умлӑн-хыҫлӑн утрӗҫ; арҫыннисем пурте, сиккипе пыракан лашасем ҫинче тӑрса пыраканскерсем, пуҫӗсемпе чутах маччана перӗнмеҫҫӗ, вӗсем ҫав тери ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ, ҫаврӑнӑҫуллӑ курӑнаҫҫӗ, дамӑсен кӗписем, чӑштӑртатса, роза ҫеҫкисем евӗр хумханаҫҫӗ, кашни дама — - илемлӗ сунчӑк тейӗн. — Эпир халь асьенда патне тухмаллаччӗ ӗнтӗ, — терӗ Гаррис иккӗленӳллӗн, — анчах эпӗ ку вырӑна паллаймастӑн… — Эппин, эсир аташса кайнӑ-и? — хӑвӑрт ыйтрӗ Дик. Ку ӗнерхи пӳлӗмех. Апат хыҫҫӑн эпӗр хамӑр хуҫана банк пуҫласа яма ыйтрӑмӑр. Анчах — ӗҫе тӳрлетме май пур-ха. Ҫав шӑмӑсен куписем тӑрӑх эпир ҫур сехет хушши ҫӳрерӗмӗр. Мӗн пулчӗ? Амӑшӗ пусма тӑрӑх хӑвӑрт кӑна чупса хӑпарчӗ, Егорӑн пӳлӗмне кӗчӗ те, вӑл диван ҫинче выртнине курсан, антӑхса каяс пек пӑшӑлтатса:— Николай тарнӑ… — тӗрмерен!.. — терӗ. Хӑш-пӗр чулсен хӗрри шывалла кӗрсе кайнипе хумсем пырса ҫапӑнакан сӑмахсем пулса тӑнӑ. Эсир илтмен-и, господа? Юлашки вӑхӑтчен Пойндекстер хӗрне ҫав ҫынпа мӑшӑрлантарасшӑн пулнӑ, темиҫе хутчен те, пит те сыхланса ӗнтӗ, хӑй хӗрне ҫавӑрма хӑтланнӑ. — Ун чухне вара мӗн пулӗ? — тесе ыйтрӗ Том Аустин. Хам мӗн шутланине тӑватӑпах текен шухӑш мана акӑш-макӑш савӑнтарчӗ, анчах мӑн пӳлӗме хальхинче хытах шикленсе кӗтӗм. — Халӗ ӗнтӗ аялалла пӑх — лайӑхрах тинкерсе пӑх, — терӗ пичче. — Манӑн вара — вӑрҫас килет! Ҫынсем, Рыбин ҫине сиввӗн, шанмасӑр пӑхса, ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Вӗсем хӗрарӑмӑн типшӗм, шуранка сӑн-питӗнчен пӑхрӗҫ; вӗсем умӗнче тӗнчери мӗнпур халӑхӑн таса ӗҫӗ — ирӗклӗхшӗн вӗҫӗмсӗр кӗрешни — тата ытларах ҫутӑлса тӑчӗ. «Ах, аван! У кривого головы Вдруг рассыпалися клепки. — Халь пӗлетӗп ӗнтӗ: телейӗм ман хампа пӗрлех, кӗсьерех пырать. Ӑна пӗр ҫуртра пӳлӗм хыҫӗнчи кӗтессе вырнаҫтарнӑ. Зоя фортепьяно умне ларчӗ. Вӑл ӗҫе хӑвах тытӑн-ха эсӗ, йӗркене кӗртсе пар. Уҫӑ алӑкӑн тӗттӗм тӑваткӑлӗнче Хопровӑн шурӑ кӗлетки курӑнса кайрӗ. Аржанов кулса ячӗ. Кӗлмӗҫ! — Ун пек мар пулсан, лайӑх мартарах тӑвать эппин! Пысӑк алӑкран кӗрес тесен урамран ҫаврӑнса кӗмеллеччӗ манӑн, эпӗ алӑк патӗнче васкамасӑр чарӑнса тӑтӑм. Ашшӗне, ывӑлне тата таса сывлӑшне. Тӗтӗм витӗр пӑхатӑп та, хайхи ку тапкаланать. Ҫак чӑнкӑ ҫыранта никам та курӑнмасть. Уйӑх ҫути ҫап-ҫутах. Ҫук, атте, эсӗр хуть мӗн тусан та, эпӗ вӗсен умне тухаймастӑп», — тенӗ. — Ан калаҫ, Аким мучи! — Эсӗ, ачам, мӗн пӗлме хӑтланатӑн, эпӗ ӑнланса илейместӗп? — тесе ыйтатчӗ вӑл, мана куҫхаршисем айӗнчен курӑнман куҫӗсемпе пӑхса. Ҫакӑ ӑна пӗтерсе хучӗ, — ҫур сехетрен пароход ҫинче пурте унтан ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ; уй патне пыраҫҫӗ, питӗнченех тӗллесе пӑхса лараҫҫӗ те:— Ҫакӑ-и? — тесе ыйтаҫҫӗ. Ун аллине лексен, пӗтрӗ пуҫ вара! Сисиччен пур апат ӑшне тӑвар ярас, — унӑн пур апат-ҫимӗҫӗ те ытла тӑварлӑ пулсан, ӑна хӑваласа ярӗҫ. Вӑл ҫын ҫинчен мана нумай интереслӗ япаласем каласа панӑччӗ. Ҫак кулла пула, сасартӑк унӑн кӑкӑрӗнче темӗскер амаланса кайнӑ, шӑнӑрсем тӑрӑх вӗри юхӑм хумӗ саланнӑ. Рудольф Митман обер-лейтенант ниепле те лӑпланаймасть, вӑл пӗрре тенкел ҫинче пӗтӗм пӗвӗпе турткаланса илет, тепре тата, сике-сике тӑрса, Озеров ларнӑ, сӗтел умнелле пырса, темскер, ним ҫыхӑнусӑр кӑшкӑрма пуҫлать, алчӑранӑ куҫӗсемпе мачча ҫинелле пӑхса, хӑй мундирӗн тӳмисене турта-турта татать. Вӑл пысӑк янахлӑ, тутисем пӗрмаях чӗтреҫҫӗ. Вараланчӑк пичӗ тӑрӑх час та часах куҫҫулӗ юхса анать. — Шантарсах калатӑп сире, — терӗ вӑл Уэлдон миссиса, — ку йӗкӗт ӳлӗм чаплӑ моряк пулать. Моряк туйӑмӗ унӑн хӑйпе пӗрлех ҫуралнӑ. Вӗсене нумай парнесемпе илӗртнӗ, вара ҫав ҫулпуҫӗсем Англи королеви Виктори патне ҫырнӑ ҫырӑва алӑ пусса янӑ, унта вӗсем ҫак утравсене «аслӑ ҫынсен пӗркенчӗкӗ» айне илме ыйтнӑ. Вӑл хӑй ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ хуть, эсӗ епле? — Кайса тӗрӗслес-и вара? Ҫыпҫӑнчӑк юр лапкамӗсем кивӗ юра ҫиелтен витеҫҫӗ, ҫурт ҫийӗсем ҫине ӳксе ирӗлеҫҫӗ. Мухтав сава, Мемфис хули, аслӑ туррӑн сылтӑм аллине тупрӑмӑр эпир унта, вӑрҫӑпа хӳтӗлевлӗх аллине. Кӳрши итлет, пӗр шарламасӑр итлет, алли ҫеҫ унӑн Христина алли ҫине выртрӗ. Часовой кая тӑрса юлчӗ. Вӑл винтовкине малтанхи пекех тытса, колоннӑна ирттерсе ярать. Вара калама пуҫла! — тесе хунӑ. Лӑп та шӑп ҫак кун ӗнтӗ эпӗ Кудринск площадӗнче симӗс бархат пальто тӑхӑннӑ ырханкка кӑна карчӑка тӗл пултӑм. Вӑл ҫамрӑкланса кайрӗ пулас, утасса та ҫӑмӑлрах утрӗ. Пуҫне усрӗ. Хӑй ҫитсе куракан Ҫӗнӗ Зеланди ҫинчен шутлать вӑл. Чӑсланкӑ техник Юра ҫемҫе те ҫунатсӑр, тӗлӗнмелле самолёт кабининче ларать. Ҫыннисем шарламасӑр, вырӑнтан тапранмасӑр лараҫҫӗ, никам та кӗсменпе авӑсмасть; кимӗ хӑй тӗллӗнех шӑвать. — Эсир каятӑр-им? — каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах шӑппӑн ыйтрӗ тухтӑр. Пиастрсем! Пуртӑ ҫӗкленӗ Джон Мангльс юпа пек хытса тӑчӗ. — Ӑҫта пулса иртнӗ ҫак ӗҫ? Нумай пулмасть, иртнӗ вӑхӑтра, эпир пирӗн чиновниксем взяткӑсем илеҫҫӗ, пирӗн ҫулсем те, суту-илӳ те, тӗрӗс суд та ҫук теттӗмӗр. — Ҫапла ҫав, ҫапла, эсир питлесе тӑрӑ шыв ҫине кӑларакансем, — ҫавӑн пек калаччӗҫ пулас-ха ӑна. Ҫав пӗвери хӑмӑш хушшинчи хӳтлӗхсенче темӗн тӗрлӗ кӑвакал йӑхӗсем: нартлатаканнисем, ҫурма нартлатаканнисем, шӗвӗр хӳреллисем, шӑркалчӑ-кӑвакалсем, чӑмаканнисем тата ыттисем те, чӗпӗсем кӑларса ӗрченӗ те, халӗ те унтах пурӑнаҫҫӗ. Давыдов ӑҫта? Секретарӗ Берзин». Вӑл ҫакӑн пек лӑпкӑлӑха пӗлет ӗнтӗ, ку вӑл унӑн яланах пайтах пӑшӑрханса ирттернӗ хыҫҫӑн пулать, ӗлӗкрех чух ӑна ку кӑштах шухӑшлаттаратчӗ, анчах халӗ вӑл чуна уҫса ярать ҫеҫ, ӑна пысӑк та вӑйлӑ туйӑмпа ҫирӗплетет. — Мана пӗр летчик каласа кӑтартать… Вӑл сакӑр ҫухрӑма хӑпарнӑ; шута ил, — ҫулла; мар ҫав… унӑн аппаратӗнче ҫапах та ҫу шӑнса ларнӑ, — мӗнешкел сивӗ. Крыльца умӗнче, чӗлӗм турткаласа, ҫич-сакӑр казак кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Анчах ыран иртерех кай, хӗрарӑмсене ӗҫе мӗнле тухмаллине кӑтартса пар. — Пиллӗк. Сывлӑш ҫавӑрса илсен, каллех чупса кайрӗ. Часах Владимир Андреевич патне ӗлӗкрех ӑна лаша витисем тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳренӗ, унӑн пӗчӗк лашине пӑхнӑ ватӑ кучер Антун та ҫитсе тӑчӗ. Вӑл сывлама та чарӑнчӗ, палламан хӑна хӑйне ҫыртса илес пулсан та, хӑратса ярас мар тесе, пӗр хускалми ларӗччӗ. Ют ҫӗршывра ирттернӗ икӗ ҫул хушшинче Соня хытах улшӑннӑ пулмалла тесе шутларӑм: ман шутпа, вӑл калама ҫук пысӑкланнӑ ӗнтӗ, шухӑшлӑ та мӑнаҫ санлӑ пулса тӑнӑ, пилӗкӗ кӗрнекленнӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, ытарма ҫук илемленнӗ пулӗ. Яланхи пекех, хӑлхасӑра печӗ ватсупнӑ: нимӗн те илтмест, ҫитменнине ятлаҫать тата, унта та кунта ҫапкаланса ҫӳретӗн, тет, урамра юлташусемпе ашкӑнса ҫӳресси ҫеҫ сан, тет. Эсир мана ӗненми туса хутӑр, тетӗп; халь ӗнтӗ хамӑн мӗнле вилмеллине те пӗлместӗп. Хӑйӗн алӗҫӗсене вӑл вӑрттӑн сутмашкӑн ӑҫта-тӑр ӑсатса тӑрать, тесе калаҫатчӗҫ усал чӗлхесем ун пирки. Халӑха пӑлхататӑп. — Ҫапла, пурне те вӑл хушнипе турӗҫ. Князь, Георгий, чылай малтан, ирӗке кӑларичченех, хӑех тавҫӑрса илнӗ, мана вӑл: ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерни — тухӑҫлӑ мар, тетчӗ. Мана канса вӑй кӗрсе ҫитиччен виҫ кун иртрӗ, ҫитменнине мана килте те канӑҫ памарӗҫ. Нумай лайӑхрах пулать! Кралич ҫакна пӗтӗмпех чун варӗпе ҫывӑх курса пӑхса тӑчӗ. Эпӗ университетран халӗ ҫеҫ тухрӑм та малалла мӗн тумаллине, хӑш алӑка пырса шаккамаллине те лайӑххӑн пӗлместӗм-ха. Аптӑраса ҫитнӗ Том ҫапла каларӗ:— Вӑл: «хӗрес айӗнче», тесе каларӗ-ха. Бяла Черквара лӑпках, тет-ха. — Эсир пурпӗрех ҫӗнтерейместӗр, — тенӗ Спайдер Хэджерти. Вӑл, йывӑр та пысӑкскер, кустӑрмисем ҫинче унталла та кунталла чупать, бильярд шарӗ евӗр сылтӑмалла та, сулахаялла та ыткӑнать, карап тайӑлнӑ чухне сулӑнса каять, караппа пӗрле вӑл та чӑмса илет, малалла вирхӗнет, каялла кусса каять, шухӑша кайнӑ пек чарӑнса тӑрать, унтан каллех чупма тытӑнать, карапӑн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ухӑ пек хӑвӑрт вӗҫтерсе каять, пӗр вырӑнта сиккелесе илет, чӗвен тӑрать, ҫаврӑнать те каллех ӗрӗхме тытӑнать, хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн тӗл пулнине пурне те ҫӗмӗрсе, ватса, вӗлерсе, тӗп туса хӑварать. Вӑл халӗ те пӗтӗмпех сывалса ҫитеймен-ха. Бульба пуҫне усса майӗпен ҫаврӑнчӗ те каялла утрӗ. Ун хыҫҫӑн, ахалех сая кайнӑ червонецсемшӗн хуйхӑрса, Янкель ӑна ӳпкелесе пычӗ. Судья хӑй умӗнче тӗксӗмӗн тӑракан хресченсене — вӗсем ҫапӑҫни ҫав тери тискер ӗҫ иккенне, апла хӑтланма юраманнине большевикла чӑтӑмлӑхпа ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ. — Мӗнле пурӑнатӑн? Час-часах эпӗ залра пӗр-пӗччен никам асӑрхамалла мар ларатӑп та пысӑк залра Гаша ҫурта ҫутинче икӗ пӳрнипе фортепьяно ҫинче калакан «шӑпчӑк» сассине илтетӗп. Курень атаманӗн сӑмахӗ козаксене кӑмӑла кайрӗ. Эпӗ пушмакӑмсемпе май килнӗ таран хытӑрах таклаттарма тӑрӑшса аялалла чупрӑм. Унтан пушмаксене хыврӑм, пӗр сассӑр утса запаслӑ коридор тӑрӑх кубрика ҫитрӗм, унта трап тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса люкран палуба ҫине майӗпен пуҫа кӑлартӑм. Мана вӑл ытларах кӑмӑла килсе пыратчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата кӑмӑла та каймастчӗ. Ури ыратнӑ, анчах ытла хытах мар. Амӑшӗ кӑртах сикрӗ, унӑн пуҫӗнче ӑна вӗлерекенӗн ячӗ хӗм пек вӗлтлетсе илчӗ. Тата Румкорф аппарачӗ валли кирлӗ япаласем те пур. Биржӑра пулкаласа, вӑл хӑйӗн ҫине пурте ыррӑн мар пӑхнине, хӑйпе темӗнле урӑхла калаҫнине асӑрханӑ. Вӑл самантрах хывӑнчӗ, сӑх-сӑхрӗ, пӗрре сиксе илчӗ, шыва шӑмпӑртаттарса кӗрсе кайрӗ, чӳхенчӗ, унтан, шурӑ аллисемпе сарлакан хӑлаҫланса, ҫурӑмне шывран ҫӳлелле кӑларса, юхӑмпа кӗрешсе, Терек урлӑ ӑшӑх вырӑналла ишме пуҫларӗ. — Ман хамӑн та шкула киличчен никам та ҫукчӗ… пичче ачисем кӑначчӗ… Урӑх инкек пур манан: госпитальте ман сухала хырса ячӗҫ. Унӑн каялла прерие вӗҫтерсе, ҫын куҫӗсенчен тарса пытанмалла-ши, е хӑрушӑ ҫил-тӑвӑла хирӗҫ каймалла-ши? Таҫтан инҫетрен ӑна амӑшӗн ҫемҫе сасси илтӗнчӗ: — Ӗҫме пуҫласан, мана епле тӑрантарса усрӑн-ха? Паллах ӗнтӗ, пӗлӗтрен татӑлса анмасть вӑл, шыв кӑларса пӑрахать ӑна. Смолин, шуралнӑ пӳрнисене ҫӗтӗкпе тирпейлӗн шӑлса тӑраканскер, Фома ҫине пӑхмасӑр-тумасӑр, ҫӗтӗкне калла хунӑ та, задачӑна пӗтерсе панӑ, унтан каллех аллисене шӑлкалама пуҫланӑ. Ежов ҫав вӑхӑтра йӑл-ял кулкаласа, йӑлт-ялт сиккелесе, хӑйӗн вырӑнне пырса ларнӑ. Пӳлӗмре пӗр чун та пулман. Унтан синкер тунӑ ҫӗҫҫе Поттерӑн сылтӑм аллине тыттарчӗ те ӳпӗнтернӗ тупӑк ҫине кайса ларчӗ. — Епле апла? Эс тарсах килтӗн-и? Туркестанах ҫитсе курнӑ пулсан, татахчӗ хуть, каласа парсан та юратчӗ. Николай Антоныч карчӑксене сирсе хӑйӗн пӳлӗмне тухрӗ. Тепӗр самантран вӑл аллине пӗр тӗркӗ ҫыхӑ тытса таврӑнчӗ. Тапранӑр!» Алексей хӑйӗн пушӑ хырӑмӗ туртса ыратма пуҫланине туйрӗ. Анфисушка аллисенчен савӑт-сапа тухса ӳкме пуҫларӗ; Федька та пулин нимӗн тума аптрарӗ те аттине хыврӗ. Буржуаллӑ конституцисене ним шарламасӑр ҫаксене асра тытса ҫырнӑ: нацисемпе расӑсем пӗртан праваллӑ пулма пултараймаҫҫӗ, нацисем тулли праваллисем пур тата нацисем тулли мар праваллисем пур, кунсӑр пуҫне тата нацисен е расӑсен виҫҫӗмӗш категорийӗ пур, сӑмахран, калӑпӑр, колонисенче, вӗсен прависем тулли мар праваллӑ нацисеннисенчен те каярах. Ун пек ҫынсем ҫине икӗ тӗрлӗ пӑхаҫҫӗ: е вӗсене, малтан тӗрлӗ майсемпе хӗстерсе ҫитерсе, пур майсемпе те пӗтереҫҫӗ, е — йытӑсем пек — вӗсен куҫӗнчен пӑхаҫҫӗ, вӗсем умӗнче хырӑм ҫинче шӑваҫҫӗ. Тӑваттӑмӗш кунӗнче вӑл ӗнтӗ сывӑпа пӗрех пулнӑ. Кӑвайт хыҫӗнче пур ҫӗрте те сӗм-тӗттӗм. Вигвама ҫитсен вӑл Шурӑ Кашкӑра:— Итле, Синопа пирӗн ҫулпуҫ пулать, эпӗ ӑна пӗлетӗп, — тенӗ. — Пӗтертӗм. Грушницкий чӑннипех йӑлӑхтарса ҫитернӗ ӗнтӗ ӑна. Ромашова пӗкӗрӗлсе те Шурочкӑна йывӑр тӑвасран хӑраса ларма меллех марччӗ. — Вӑл Ривареса Бризигеллӑра хӑварма тӑрӑшӗ тесе шутлатӑр-и эсир? Алексей, шӑлӗсене ҫыртса куҫне хыттӑн хупрӗ те, икӗ аллипе те мӗнпур вӑйран унттине туртрӗ — вара ҫавӑнтах ӑнран кайса ӳкрӗ. Ҫапла, ку тинӗсре чи авалхи йышши пулӑсем анчах пурӑнаҫҫӗ пулмалла; пуллисем те, хырӑмпа ҫӗр ҫинче шуса ҫӳрекен чӗрчунсем те пирӗн саманара пурӑнаканнисенчен нумай пысӑк та ҫирӗп. Слободари ҫынсем, урампа илсе пыракан тупӑка курсан, чарӑнса тӑнӑ та сӑхсӑхса пӗр-пӗрне сӑмах хушса илнӗ: — Вӑл вилнӗшӗн Пелагея чунтанах савӑнать пулӗ… Халӗ, Андрей валли ҫул ҫинче ҫимеллисем хатӗрленӗ хушӑра, кӑмака кукринче ӗҫлекен Алевтина Васильевнӑпа Марийка пӗрмаях шӑппӑн калаҫкаласа илнӗ. Антах амӑшӗ лӑпланма пултараймарӗ. Кӗпе мӗнле кунта выртать вара? Морис Джеральд хӳшши — ун валли мар! Пӗр диск кӑларса ячӗ те вӑл, хӑй ҫумӗнче Андрей пуррине кура, кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫуна-а-ҫҫӗ! Пӗрисем вӗсенчен тӗсӗпе тулӑ хушшинчи утмӑлтурат чечекӗ евӗр, теприсем кӗрхи тӳпе пек, хӑшӗсем уяр ҫанталӑкри тинӗс сӑнлӑ. Епле хамӑрта сыхласа хӑварма пултартӑмӑр-ши тата? — Мана кухньӑра аванрах пулатчӗ! — терӗ амӑшӗ. Хальхинче ӗнтӗ мӗн пултарнӑ таран ун патнелле васкарӑм эпӗ. Темиҫе кунтан кӗҫӗн Артамонов, пӗр вырӑнта тӑрса йӑлӑхнӑ лашин шӑмшакне ҫемҫетме тухнӑскер, вӑрман хӗрринче Нестеренко жандарма курчӗ. Ахалӗн эпӗ улпут патне каятӑп, вӑл сана итлеттерӗ… Анчах вӑл кунта ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм мар: ун пичӗ пӗтӗмпех тӗксем, вӑл нумай хӗн-хур тӳснӗрен пӗркеленсе пӗтнӗ, питшӑммисем тулалла тухса тӑраҫҫӗ, питҫӑмартисем путса кӗрсе кайнӑ, хӗсӗк куҫӗсем пӗкӗ пек ҫӳлелле авӑнса каяҫҫӗ. Мӗнле кӑмпа тата упа саррине юратать? Ак кунтах широта та — 37°11'. Ҫыр халӑха, Огарнов… Никам та нимӗн те туянман, хӑй патӗнче нимӗн те тытман; пурте курень атаманӗн аллинче пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑна батько ятне панӑ. Стена хыҫӗнче кунта тӗттӗм те сулхӑн. — Лайӑх калаҫатӑр! — Лаша та ҫисе ярассӑн туйӑнать! Ҫылӑх-ҫке сана? Джим та шуратасшӑнччӗ те, мӑнакка чарчӗ. Сид та ыйтрӗ — Сида та хушмарӗ. Пурҫӑнпа тӗрленӗ ҫан вӗҫӗсем пур ман, кораллсем, мӑйҫаккисем. — Мӗнле-ха — атте ҫакна?.. — Эсӗ мӗн ятлӑ? Чӗрӗ пурӑнӑҫпа пурӑнан хула — пӗрре хӗрарӑмсен телейлӗ кулли, тепре арҫынӑн хулӑн басӗ, е яш-кӗрӗмӗн янравлӑ сасси, е ватӑ ҫыннӑн хӑйӑлтатса тухакан ӳслӗкӗ илтӗнсе каять. — Таратпӑр! — кӑшкӑрчӗ те Гусев хыттӑн сиксе шахта урлӑ вӗҫсе каҫрӗ, купол тӳпинчен пуҫ купташкипе чӑрмаланчӗ те Лось умне кукленсе ӳкрӗ, Лося аллинчен ярса тытса тухмалли тӗле, туннелелле, сӗтӗрсе кайрӗ. Пырса ҫитнӗ, пистолетсенчен шӑн-шан тутаркаланӑ, кайран вара хаҫатсенче тытӑҫу протоколне пӗлтереҫҫӗ: «Дуэль, телее пула, ӑнӑҫлӑн вӗҫленчӗ. — Акӑ мӗнле пулчӗ ӗҫ, падре, — тесе пуҫларӗ вӑл куҫӗсене аялалла антарса. — Ну, акӑ, пӑхӑр, — терӗ, ҫатан патӗнче чарӑнса. Вӑл хыҫалта ҫынсем сахалланнӑҫемӗн сахалланса пынине сисрӗ, ҫынсене хирӗҫ сивӗ хум пырса ҫапса тӗрлӗ енне салатрӗ. — Арча пек. Хӑй йышши ҫынсем хушшишӗн, хӑйне пӑхса ӳстернӗ шайшӑн (е, тӗрӗсрех каласан, вӑл пулманнипе пулӗ) унӑн тӗлӗнсе каймалла пысӑк пултарулӑх пуррине ирӗксӗрех ӗненсе палӑртаттӑм вара эпӗ. Вӗсемпе пӗрле тата ҫав хӑрушӑ чир-чӗр пулать. Анчах, тепӗр енчен илсе пӑхсан, вӑл ҫак ҫынпа асаплантарса вӗлерме килӗшмерӗ-и вара? Парӑр мана кӑтартуллӑ план, ак мӗншӗн тӑрӑшатӑп эпӗ. Элен ыйтӑвӗсем ҫине тавӑрса пырса Толине: эпӗ Мельбурнри вӑтам шкулта вӗренетӗп, терӗ. — Эрзерум хулинчи музейран илнӗскер вӑл, тӑванӑм. — Вӑл хӗҫе ҫӑмӑллӑн каялла илчӗ те, хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпе каялла сулӑнса, йӗннине чиксе хучӗ. Лашине вӑл ҫамрӑксем пекех харсӑррӑн, ҫӑмӑллӑн та куҫпа курса юлма ҫук хӑвӑртлӑхпа хускатса ячӗ; ҫапла ҫӑмӑл та илемлӗ хӑтланни ӑна ниме те тӑман ӗҫ пекех туйӑнать, вӗсене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне, юрӑ юрласа панӑ пекех, туса пычӗ. — Мӗнле парӑпӑр-ха эпир кӑна? Мана Эльба шывӗ ҫинче, пӑспа ҫӳрекен кимӗсене курма хӑнӑхнӑскере, ҫак ҫынсен кӗсменӗсем питех те начар япала пек туйӑнчӗҫ. — Мӗнле мӗн тума, Николай Артемьевич? Артур хӑйӗн чунне пусаракан ҫав юлашки пулӑшупа усӑ курасшӑн пулса, темиҫешер сехет турра кӗлтунӑ. Анчах вӑл каллех Болла ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ, вара кӗлӗ сӑмахӗсене ним тавҫӑрса илмесӗр каланӑ. — Ҫак хӗрпе Павел. — Пулма пултарать. Акӑ Давыдов килтӗр-ха, вӑл сана ҫавӑн пек хӑтланнӑшӑн аванах вӗрентӗ! Вара революци, вӑрҫӑ, фронтсем, ҫеҫенхирти ҫавраҫил курӑксем ҫийӗн ҫаврӑнса иртсе кайнӑ пек, ун ҫийӗн ҫавӑрӑнса иртсе кайрӗҫ: авасса — аврӗҫ, ҫапах та хуҫса пӑрахни, сусӑрлатса хӑварни пулмарӗ. Р. самолечӗ ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче вӗҫсе каятчӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех темӗнле савӑнӑҫлӑ сӑнар кӑтартасшӑнччӗ вӑл, кӑштах кулкаласа та илчӗ. Пуху хыҫҫӑн эп коридорта Николай Антоныча тӗл пултӑм та: «Сывлӑх сунатӑп, Николай Антоныч!», — терӗм. Паллах ӗнтӗ, вӑл пирӗнтен ытла пӗлмест. — Ҫапла, партийнӑй ҫынччӗ ҫав вӑл та, — йывӑррӑн сывласа илчӗ Умрихин та, — пирӗн Семён Дегтярев пек. Эпӗ сӑнчӑра татса хӑйне тапӑнасран шикленсе, император хӗҫне, йӗннинчен кӑларса, аллинче тытса тӑрать. Хӗҫӗ тӑршшӗ виҫӗ дюйма яхӑн, ылтӑн аврипе йӗннине бриллиантсемпе капӑрлатнӑ. Аэлита Лось еннелле ҫаврӑнчӗ, — унӑн пит ҫӑмартисем ҫунаҫҫӗ: — Эпӗ аттепе тӗл пултӑм. — Нимӗн усси те пулаймӗ, — терӗ Джон Мангльс. Эпӗ чи кайран пытӑм, мӗншӗн тесен манӑн кӗсре пӑшал сассинчен хӑранипе пӗр еннелле ыткӑнчӗ. Унӑн ӗҫсем мӗнле иккенне пӗлес тесе эпӗ ун ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӑм. — Анчах эпӗ унпа нихӑҫан та ҫӳремен. Эпӗ малтан Инглэндпа, унтан Флинтпа ҫӳрерӗм. Халӗ акӑ тинӗсе хам тухрӑм. — Авланатӑн? — Ху эс параппан… — ҫӗтӗхсе шухӑшланӑ Фома. Кайран вӗсене ӑҫта хумаллине куҫ курӗ. Вӑл асӑрханмалли ҫинчен манса кайрӗ те — ҫынсен ячӗсене каламарӗ пулин те — халӑха ҫӑткӑнлӑх сӑнчӑрӗсенчен хӑтарассишӗн пыракан вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен хӑй мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пачӗ. Хӗвел пӑнчисемпе те ҫавӑн пекех пулса тухать. Йӑмӑку ӑҫта вара? — Мӗншӗн улталатӑр мана? Халӗ ача хӑйӗн пӗчӗк аллисене тек сарӑлмиех сарса янӑ, анчах Макҫӑм пичче:— Ҫук, вӑл тата пысӑкрах, — терӗ. Ҫапах та шлепкене илтӗм, шинеле те хамах тӑхӑнса тухрӑм, мӗншӗн тесен ку господинсем нихҫан та илсе памаҫҫӗ. Эс пухӑнкаличчен, нумай кӗтетӗп-и-ха эпӗ сана? — ҫилленме пуҫлать Сероштан. — Кай, путса вил… Унтан вара кукамӑшӗ пире сахаринпа чей ӗҫме чӗнчӗ. Сысна нӑррик! ҫухӑрса тарма тӑрать, анчах ик-виҫ йытӑ унӑн хӑлхисене тӑпӑлтараҫҫӗ те ӗнтӗ, хыҫалтан вӑтӑр-хӗрех йытӑ хӑвалать; ҫуйхашӑва илтсе, пӗтӗм юлхавсем вырӑнӗсенчен сике-сике тӑраҫҫӗ, йытӑсем курӑнми пуличченех пӑхса тӑраҫҫӗ ҫапла — вӗсемшӗн кулӑшла-ҫке, ҫакӑн пек шӑв-шав тухнишӗн вӗсем пит савӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтах ҫул ҫине тапранма сигнал пулчӗ, отрядик айӑккипе кристалла известняк ҫӗре тӑсӑлакан Лас-Лехас хушшипе кӗрсе кайрӗ. Анчах Суламифь сасартӑк вырӑнӗ ҫинчен тӑрса ларнӑ та тӑнлама пуҫланӑ. — Ӑҫтан тупрӑн ӑнӑ? Санӑн эсреметле хулҫурӑмна юрӑхлӑ та мар вӑл. — Кӑвакарчӑнӑм манӑн, — васкамасӑр, пӗр сӑмахне тепринчен аран уйӑрса, калаҫма пуҫларӗ Олеся. Пӗрре эпир абрексемпе пӗрле Терек леш енне кайрӑмӑр та вырӑссен лаша кӗтӗвне ҫавӑрса илме тытӑнтӑмӑр; телейӗмӗр пулман пирки пурсӑмӑр та тӗрлӗ ҫӗре сапаланса пӗтрӗмӗр. Том ҫапла каларӗ: «Ия, эпӗ халех те кайма хатӗр», — терӗ. Кибитка пит ерипен — е юр кӗрчӗ ҫине хӑпаркаласа, е ҫыраналла чаштӑртатса анса — енчен енне тайӑнса, сулкаланса пырать. Ывӑлӗ, пуҫне чалӑштарса, алӑк патнелле утса кайрӗ, ӑна хӑйӗн пуҫӗ вырӑнӗнче ют ҫын пуҫӗ ларнӑ пек туйӑнчӗ. Ашшӗ, ун ҫине пӑхса, хӑйне лӑплантарчӗ: — Макӑрмасть. Анчах эпӗ скептицизмпа интересленнӗ пек урӑх нимӗнле философиллӗ юхӑмпа та интересленмен, вӑл пӗр вӑхӑтра мана ухмахах кӑларса яратчӗ. Ҫак ҫыннӑн службӑна килекен кашни ҫамрӑк офицерпах ҫыхӑннӑ шутсӑр нумай романӗсем полкра такамшӑн та паллӑччӗ, тепӗр тесен, ҫитмӗл пилӗк офицерпа вӗсен арӑмӗсен тата тӑван-пӗтенӗсен хушшинче пула-пула иртекен юрату историйӗсене пӗтӗмпех пит лайӑх пӗлсе тӑратчӗҫ кунта. Ӑна халӗ «ман ухмах», ««ҫав ирсӗрле этем», «юпа пек шанк хытнӑ тӑмпай» тата ытти ҫавнашкал хивре ҫӑмахсем асне киле-киле кайрӗҫ, пуртех те Раиса сӑмахӗсемччӗ кусем, вӗсене вара вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче те, ахаль калаҫура та упӑшки ячӗпелен сахал мар вӑркӑнтарнӑ. — Эсир мӗншӗн пӑлханнине эпӗ аванах ӑнланатӑп, сэр! Плакат тытнӑ ҫын хыпар пӗлтерӳҫи пулнӑ. Туйӑмӗ темле икке пайланнӑ унӑн: пӗрре вӑл Варьӑна лешӗ хӑй ирӗкӗпе хӑтланнӑшӑн ҫилленет, тепре ӑна, арҫынна, хӗр ӑна пула вӑхӑтлӑха ӗҫлеме пӑрахнине чухласа илни савӑнтарать те… — Зина, Зина тетӗп! — чӗнчӗ карчӑк. Вӑл час-часах хӗвӗнчи кӑмпӑртатакан конверта хыпашласа пӑхрӗ, анчах та ҫыруне кун пек условире вуласси килмерӗ. Паллах, натурине вӑл курман, ӗҫсене астуса тӑрассине те илме пултарайман, мӗншӗн тесен чирлӗ пирки пачах килтен тухса ҫӳреместчӗ. Темиҫе салтак Остин патне сиксе ӳкрӗ, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗшӗн вӑл та чутах туянатчӗ. Ун умӗнче, малта, мӗлкеллӗ ункӑ ҫаврӑнать, ку, ахӑртнех, сывлӑш винчӗ. Хӑй машини вӗҫнине нимӗҫ вӗҫнипе пӗр виҫеллӗ туса, вӑл ун ҫинелле тӗлленӗ. Темиҫе самант хушши вӗсем сывлӑшра юнашарах, пӗрин хыҫӗнче тепри, пӗр-пӗринчен куҫа курӑнми ҫиппе кӑкарӑннӑ пек ҫакӑнса тӑнӑ. — Эсир хӳрине ан тытса пырӑр. — Эсир мана пӗтеретӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский. — Эсир ответ татса памасӑр эпӗ каймастӑп. Павел хӑйӗн питех таса мар, ҫара урисем ҫине пӑхса илчӗ те ӗнсине кӑтӑр-кӑтӑр хыҫрӗ. Кам чи малтан ҫакӑн пек майлаштарса, ҫапла тӳрре килтерме ӑс ҫитернӗ-ши? Ытларах сӑнанӑҫемӗн Макҫӑм пиччен ҫӑра куҫхаршийӗсем тӗксӗм шухӑшпа хускалкаласа пӗркеленнӗ, вара вӑл чӗлӗмне тата ытларах мӑкӑрлантарнӑ. Эсир портретсем кӑна ӳкерместӗр эппин? Пӗр хушӑ вӗсем каллех чӗнмерӗҫ. Юланут куҫран ҫухалсан, майор хӑй юлташӗсем еннелле пӑхса ыйтнӑ: — Мӗскер вара ку? Билль Галлей ҫав хушӑра, ухмах ҫын пек, ҫапкаланса ҫӳрет. — Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӑм. — Пулать-ҫке ҫавӑн пек халӑх! — терӗ вӑл. Любка вара чутах святой вырӑнне картмастчӗ ӑна — ухмантей! Ӑна эпӗ арендӑна пама пултаратӑп. Ну, сана, ну, чиперкке!..» Ҫил мана е питрен, е ҫурӑмран, е аякран вӗрчӗ. Алӑра тытманни пит нумай пулать… Сирӗн патӑра халӑх тата укҫа пырсах тӑни, — пирӗн журналистсенчен хӑш-пӗрисем укҫана хирӗҫ пулсан та, — сирӗншӗн хисеплӗ парне пулса тӑрӗ». — Пурте килӗшетӗр-и Паганельпе? — тесе ыйтрӗ Гленарван. — Тырӑ салатса парӑр! Лукашка тутисене шӑлчӗ, Марьянка та, вара вӗсем чуптурӗҫ. Анчах Грассини ӑна юратмасть пек туйӑнатчӗ мана. Лось йӗннинчен маузерне кӑларчӗ. Тепӗр тесен, полкра ку хӗр ачана никам та ӗненсех кайман, сыватасса та вӑл — юратуран ҫеҫ сыватма пултарать, тесе шӳтленӗ. Ҫакна аса илни Дегтяренкӑна кӑштах лӑплантарчӗ. Вӗсен пысӑкӑшне кура кунти выльӑх-чӗрлӗхсемпе йывӑҫ-курӑксем те пӗчӗккӗ. Ҫапла, сӑмахран, лашасемпе вӑкӑрсем унта тӑватӑ е пилӗк дюймран ҫӳлӗ пулмаҫҫӗ, сурӑхсем пӗр дюйм ҫурӑран ҫӳлӗ мар, хурсем ҫерҫи пысӑкӑш. Вӗт чӗрчунсем вара, кайӑксемпе хурт-кӑпшанкӑсем ман куҫа аран-аран курӑнатчӗҫ. Анчах ҫутҫанталӑк лилипутсен куҫне хӑйсен таврашӗнчи япаласене курма майлӑ тунӑ; вӗсем пит аван кураҫҫӗ, анчах ҫывӑхран ҫеҫ. Ҫӳҫӗ унӑн утӑ капанӗ евӗрлӗ. — Ӑнланать тетӗп, — терӗ вӑл ҫине тӑрсах тепӗр хут, вара дворник сас пачӗ: — Епле пултӑр-ха тата? Голландец Тасман, Ван-Димен Ҫӗрне тин ҫеҫ уҫнӑскер. — Эсир тата тӑлӑх арӑм-и, качча тухманскер-и? — терӗ вӑл, пуҫа чи малтан пырса кӗнӗ йӗплӗ япалапа ӑна ответлеме хатӗрленсе; вара вӑл унӑн пӗчӗк, шыҫӑнса кайнӑ пекех хытӑ пӳрнеллӗ, типшӗм те ҫинҫе алли чӗтренсе илнине туйрӗ. Туфта вӗт вӑл чӑн-чӑн бюрократ! — хӗрсех кӑшкӑрать Ольга. Ман пирки вара ху мӗн хӑтланса пӗтни вӑл иксӗмӗр хушшӑмӑрти хирӗҫӳ мар. Вӗҫетпӗр!.. Коссе патӗнче атака тунӑ чухне пирӗн ҫар хупӑрласа илнӗ Жан Третон пӑлхавҫа, вилӗм аллине лекнӗскер, хӗҫне ҫӗклесе пӗр-пӗччен пирӗн колоннӑна хирӗҫ ыткӑнчӗ. Мӗншӗн-ха эсӗ ун чухне: «Ҫул парӑр! Хӗрелсерех кайнӑ курӑк ҫумӑрпа лапчӑнса ларнӑ ҫӗр ҫумне тайӑнса тӑракан курӑк тунисем тапранмаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫине ҫутӑ пайӑрка ӳксессӗнех курӑксем хуллен чӗтренсе илни палӑрать, тен вӑл пурӑнӑҫӑн юлашки вӑйӗ пулать пулӗ. Апла пулсан, унӑн чунӗ пирӗн хуҫалӑхрах тӑрса юлнӑ! Пӗри ӑнланать, тепри ӑнланмасть, вуҫех те ӑнланасшӑн маррисем те пур, э! — «Нумай» теҫҫӗ. Йӑлт ҫеҫ сиксе тӑрса Олейник команда пачӗ: — Встать! Пӗр хушӑ пурте, ҫав шутра Тарӑ та, тытнӑ мустангӗ те, ҫӗрлехи канӑҫпа канса, киленсе выртнӑ пек туйӑннӑ. Анчах, кирек мӗнле пулсан та, Негорӑна кӗтессишӗн кӑна ҫывӑрмасӑр сӗнксе лармалла мар. Ҫапла герцог сулӑ тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутлама тытӑнчӗ, сӑнӗ хӑйӗн ҫав тери сивлек, куҫ харшисене пӗрре хӑпартлантарать, тепре антарать, е йынӑшса каялла тайӑлнӑ май аллипе ҫамкине ҫатӑрласа тытать, е куҫҫуль юхтарса ассӑн сывлать. Пулӑ тытма кайӑпӑр. Ҫӑкӑр. Петр сӗтел ҫине пӗр банка чӗрӗ вӑлча, икӗ бутылка эрех кӑларса лартрӗ. — Эс курман та пуль вара! Халь ак сан чӗппӳнтен ҫыру илсенех Кандов паян Клисурӑна вӗҫтерчӗ, — савнийӳ ытла тунсӑхласа ҫитрӗ пуль ҫав, хӑйне йӑпаттарма чӗнсе илчӗ ӗнтӗ вӑл Кандова… — Wer? — ыйтрӗ Зоя нимӗҫле. Унтан кӗсйинчен ҫӗҫӗ кӑларса, ача пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те, унӑн ҫурӑлнӑ ҫаннине хӑвӑрт касса пӑхрӗ; Ҫав ҫиҫӗм хыҫҫӑн вара ҫураличченех сӳнсе ларнӑ куҫӗ умне сасартӑках ӑнланма ҫук тӗлӗнмелле мӗлкесем тухса тӑчӗҫ. Эсӗ киле ҫӗрле тӑватӑ сехетре ҫитрӗн, хӑвӑнтан мӗн чухлӗ ыйтсан та, нимӗн те каламарӑн. — Кирлӗ мар! — шӑппӑн калаҫма пикеннӗ Фома. Ҫакӑ ӗнтӗ трактире тахӑшӗ, Ефимушкӑна укҫа панӑ ҫынӗ пырса кӗнине пӗлтерет; ӑна кивҫен укҫа панӑ ҫынсем вуннӑ таранах, хӑшӗ-пӗрисем ӑна хӗнеҫҫӗ те, вӑл мӗн те пулин ан пултӑр тесе тарса ҫӳрет. О, Морис Джеральд, мӗншӗн сана юратрӑм-ши эпӗ?» Пӗр ирхине вӑл утне йӗнерлеме хушрӗ, хӑй черкесла тумланчӗ, унтан пӑшалне ҫакса ун патне кӗчӗ. Килсе ҫитрӗ Мускава ҫав ҫын — вӑл Трухачевский хушаматлӑ — вара ман пата кӗчӗ. Ман унпа нимӗнле ӗҫ те ҫук. — Мӗнлерех япала туртса кӑларнӑ вӑл К-оки полкра. — Ачсемӗр! Айтӑр панулми татма! — сӗннӗ ҫавӑнтах Ежов, пур вӑйӑсемпе ҫӳревсене хаваслантараканскер. — Ҫапла пулать те пулӗ ҫав. Амӑшӗ Софья хыҫне тӑчӗ те, аллисене унӑн хулпуҫҫи ҫине хурса, аманнӑ ҫыннӑн шурса кайнӑ сӑнӗнчен пӑхса, ҫемҫен кула-кула, Иван извозчикпа килнӗ чух мӗнле аташни, асӑрханмасӑр каланӑ сӑмахсемпе сехӗрлентерни ҫинчен калама пуҫларӗ. Андрей, ӑҫта эсӗ? Тепӗр икӗ кунтан Аким Павела ӑна пӗр-пӗр тӗп орган редакцийӗнче ответлӑ ӗҫ пама май килни ҫинчен, анчах вӑл ӗҫе яриччен малтан вӑл литература фронтӗнче ӗҫлеме пултарассине тӗрӗслесе пӑхмалли ҫинчен пӗлтерчӗ. Йӗкӗт пулнӑ пулсан юрӗччӗ хуть, ача-пӑча кулли вӗт-ха, ват пуҫӗпе ҫӗрле урамра ташласа ҫӳрет! — кӑшкӑрса тӑкрӗ ӑна улӑм ҫӗклесе пыракан пӗр ватӑрах хӗрарӑм. Ман корзинкӑран тутлӑ булкӑсем суйласа илнӗ чух хӗрсем час-часах запискӑсем чиксе хуратчӗҫ, вара эпӗ ҫав хитре хут таткисем ҫинче ачалла алӑпа ҫырнӑ пит те намӑсла сӑмахсене тӗлӗне-тӗлӗнех вулаттӑм. Васютин пӳрнисемпе сӗтеле шӑкӑртаттарса илчӗ. — Эпӗ ҫире ӑнлантӑм пулсан, дуэль ҫине теори тӗлӗшпе хуть те мӗнле пӑхсан та, практикӑпа кӑмӑлӑра канӑҫтармасӑр хӑвӑра хӑвӑр хур тума парас ҫук, теесшӗн-и эсир? Хӗрарӑмсем, ачасем, арҫынсем хутӑш утаҫҫӗ, хуралҫӑсем вӗсене пушӑпа хӑвалаҫҫӗ. Лось кӗнекене хупрӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ, кӗнеке сентрисенчен тӗревленсе чылайччен тӑчӗ; вӑл ҫав тери хумханать, пуҫӗ анкӑ-минкӗленнӗпе пӗрех; халӗччен курман асамлӑ пулӑм — юрлакан кӗнеке. Кунта ыррине кӗтме ҫук, асӑрхама пултараҫҫӗ. Илтетӗп, эсир сассӑра памастӑр, ну, эпӗ сирӗн йӗрӗр ҫине ҫаврӑнса тухрӑм вара… Вӑл тигр пулма та пултарнӑ пулӗ, анчах халӗ?.. Каяр пӳрте! Хӑш чух вӑл, ир тӑрса тухайман пирки, хӑй туянма тивӗҫ таварсӑр та тӑрса юлкаланӑ, лайӑх тавар туянас вырӑнне, ҫӗрме пуҫланӑ тавар тиесе таврӑннӑ, анчах ӑна та пулин кӗтевле илнӗ. Поляксемпе килӗшӳ тӑваҫҫӗ. Шепетовка, Жухрай шанса тӑнӑ пекех, советлӑ Украина енне юлать. Туршӑн та, кун пек путсӗр, ултавҫӑсем эпӗ ӗмӗрне те курман, шульӑкран шульӑк вӗсем, урӑх никам та мар. Унтан Егорушка вӑл турра мӗнле кӗлтунине курчӗ. Тимӗрҫ Мӗкӗте ӑна хиреҫ кала хур: ҫитӗ ӗнтӗ сана, Савельич, кума ан пӑшӑрхантар, хӑнасене ан кӳрентер — Кирила Петрович, вӑл хӑйне уйрӑм, Андрей Гаврилович хӑйне уйрӑм — эпир пурте турӑпа патшан, тенӗ; ҫын ҫӑварне ҫӗлесе лартаймӑн ҫав. Хӑшӗ-пӗрисем тӳссе тӑраймасӑр: «Ҫын вӗлерекенскере ҫакса вӗлермелле!» тесе кӑшкӑрнӑ. Манӑн пичче те айӑплӑ пулнӑ. — Апла пулсан, эсӗ алт, эпир унпа хӑма татма кайӑпӑр, — терӗ Лозневой. Зеб Стумп кайсанах Луиза пӑч-пӑч чӑпар мустанга йӗнерлеме хушнӑ. Анчах Иохим кӳршӗ пан патӗнче тарҫӑра пурӑнакан Марьене юратса пӑрахрӗ кӑна, хӑйӗн хаваслӑ сӗрме купӑсне темшӗн пачах курайми пулчӗ. Эсир хӑрамастӑп терӗр-ҫке-ха! Сана манӑн аттех урӑх вырӑн парасшӑнччӗ анчах эсӗ — килӗшмерӗн, пӑрӑнтӑн. Малтан асли печӗ. Чӑхсем мана ун чухне нимӗн тума та кирлӗ мар. — Ылтӑн… Тахӑшӗ кулса ячӗ: — Пӑх-ха — ялавпа! — Тен вӑл ҫын пулӗ? — терӗ вӑл. Священникпе юнашар тӑрса, вӑл Сталин ҫинчен, Россия ҫинчен тата славянсем ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн чух вӑл хӑйне пин ҫулхи ҫын пекех, Царьград хулин хапхи ҫине те темиҫе хутчен хӑйӗн щитне ҫапа-ҫапа хӑварнӑ ҫын пекех туйрӗ. Лашасем пирки — ветеринар патне! — Лакей, чемоданне салтнӑ май, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑй тӗллӗн темӗскер мӑкӑртатса илчӗ. Максим Максимыч тарӑхса кайрӗ: хисеплеме пӗлмен ҫынна хул пуҫҫийӗнчен тытрӗ те вӑл: «эпӗ санран ыйтатӑп, тӑванӑм…» — терӗ. — Пирӗн план та пысӑкрах, — сӑмах тӗртрӗ Прянишников. Тепӗр кунне, мартӑн 10-мӗшӗнче, барометрӑн ртуть юпи ҫирӗм саккӑр та иккӗ вуннӑмӗш дюйма ҫити анчӗ. Вӑл старике куҫран пӑхса илнӗ те, уҫҫӑн: — Сирӗн пули-пулми ятлаҫӑвӑра урӑх итлессӗм ҫук, ҫитет! — тесе, ҫатлаттарса хунӑ. — Нихҫан та! — терӗ мӑнкӑмӑллӑн капитан. — Аха! Яланхиллех чӗмсӗр Негоро инҫетелле тинкерсе пӗр ҫур сехете яхӑн палуба ҫинче тӑчӗ. — Вӑл нигилист, — терӗ тепӗр хут Аркадий. Воропаев хӑй тӳссе ирттернисемех ҫавна ҫирӗплетсе пама пултараҫҫӗ: вӑл Кишиневри суранӗ тӳрленсе ҫитмесӗрех Бухареста пырса кӗчӗ. Пуҫне сулкалать, йывӑррӑн сывлать. Танлӑха вӑта ҫӗрелле тытса, ша-гом марш! — Punctum, — терӗ вӑл палӑри-палӑрми кулӑпа, унтан пире тетрадьсене хӑйне пама хушса, аллине сулчӗ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Огнянов сывлӑхӗшӗн курка ҫӗклерӗҫ. Ӑна хирӗҫ харӑссӑн ответлерӗҫ: — Ҫапла, Марковна, ҫапла! Ку та канни вырӑнне юрӗ. Корчагин комендатурӑна пырсан, чугун ҫул хуралӗ ӑнланма пултарайман вилӗм паллӑ пулчӗ. Пуринчен ытла унӑн пысӑк корпуссене, хӑрӑмланнӑ цехсене, машинӑсем патне, чӗнсем шӑппӑн чӑштӑртатса чупнӑ ҫӗре тавӑрӑнас килет. Ӑна вӑл нихҫан та кӑкармастчӗ. Шутласа тупнӑ та вӗт — ҫурт. — Ыран яланах пулмасть-им вара? — Ан чӗн! — Соломон, Соломон! — илтӗнчӗ пӳртре те хӗрарӑм сасси. Талькав, Тауко мӗн хӑтланса пыни мӗне пӗлтернине аран-аран ӑнлантарса парса, хӑйӗн тусӗсене чӗр сывлӑш кӳртрӗ. Шыв ҫывӑхрине тепӗр икӗ лаши те часах сисрӗҫ. Мӗнпур вӑйӗсене пуҫтарса илсе, вӗсем индеец лаши хыҫӗнчен чуптарчӗҫ. Ҫимелли япала-и вӑл? Ҫамрӑк профессор билетсене вылямалли картсене пӑтраштарнӑ пек пӑтраштарать, тепӗр профессор, фракӗ ҫумне ҫӑлтӑр ҫакни, кашни сӑмах ҫумне «юлашкинчен» сӑмаха хуша-хуша хурса, — Карл Великий ҫинчен тем питӗ хӑвӑрттӑн калакан гимназист ҫине пӑхать, виҫҫӗмӗшӗ, куҫлӑхлӑ старик, пуҫне усса, пирӗн ҫине куҫлӑхӗ витӗр пӑхса илчӗ те билетсем ҫине кӑтартрӗ. — Ман шухӑшпа кирлӗ мар пек. Ачасемпе ҫитӗннисем ҫара ӳтне хӑш-пӗр йывӑҫсен хуппинчен тӑвакан, кунта ӑна «мбузу» текен хытӑ чӑпта татӑкӗпе ҫеҫ хупланӑ. Мӗн курни, мӗн илтни ун пуҫне те шӑнӑҫмасть, ҫавӑнпа та унӑн пуҫӗ ҫапла йывӑрланса кайнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. — Истребитель. Ҫапла вара, суккӑрӑн вӗсене пӑхмасӑрах пӗлме вӗренсе ҫитмелле, ҫитменни ҫине тата — кашни алӑ валли хӑйне уйрӑмшарӑн. Чӑнах ӗнтӗ, ку — питӗ кӑткӑс та йывӑр ӗҫ; анчах Петра ку тӗлӗшпе ҫак ӗҫӗн уйрӑм пайӗсене юратни пулӑшнӑ. Мустангер майорӑн сӗнӗвне йышӑнмасӑр хӑварма пултарайман. Анчах вӑл каллех халь ҫеҫ сирсе янӑ путсӗр шухӑшне аса илме тытӑнать, вара каллех черкес хӗрӗсем, чап, Российӑна таврӑнни, флигель-адъютант чинӗ, ҫав тери чипер арӑм куҫ умне тухса тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ. — Питӗ аван! — тесе сиксе тӑчӗ Гленарван. — Капланнӑ шыв ҫак ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче чакма пуҫласса шанатӑп эпӗ! Ковалев чухласа илчӗ, сӗтел ҫинчи хӗрлӗ ассигнацие надзирателе тыттарчӗ, лешӗ урисене шаплаттарса пуҫ тайрӗ те алӑкран тухса кайрӗ; ҫав минутрах Ковалев ун сассине урамран илтрӗ ӗнтӗ, унта вӑл хӑйӗн урапипе тӳрех бульвара кӗрсе кайнӑ ухмах мужике хӑлха чикки тыттарса та ячӗ. Коллежски асессор квартальнай тухса кайсан та пӗр вӑхӑт ним тума пӗлмесӗр аптраса тӑчӗ, темиҫе минут иртсен анчах вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ: кӗтмен савӑнӑҫа пула унӑн пуҫӗ те ҫаврӑнса кайрӗ. — Анчах Афин гражданӗсем ытла та кӑнттам пулнӑ, вӗсене вӑратмашкӑн пӑван кирлӗ пулнӑ. Риккардо аллипе сӗтеле ҫапса илчӗ: — Пӑван! — Ҫапла, вӗлернӗ вӗсене… — ирӗксӗррӗн каларӗ Дымов. Мана пӗлес килеслӗх тертлентерет, ӗнтет, — вӑл хура кӗпипе пырса тӑрсан ӑна аллӑмсемпе ҫупӑрласси, Аэлитӑна, хӗрарӑма, аллӑмсемпе ҫӗклесе илесси… — Унтан… анне вилчӗ… Салтак марччӗ, вӑрӑ-хурах мана е хӑваласа иртетчӗ те аяккарах пӑрӑнатчӗ, е каллех ҫывхарса ман ҫине пӑхатчӗ, васкамастчӗ, хӑй ҫӗнтерессипе киленетчӗ ӗнтӗ вӑл. Ӑҫта выртать-ши вӑл? Эпӗ те ҫырана тухса тӗмӗсем хушшине кӗтӗм те, Атӑл ҫинелле пӑхса выртрӑм. Эпӗ хама хам хуҫа-ҫке, маншӑн, ав, сакӑрҫӗр доллар параҫҫӗ. Хупах майри ӑна ниепле те кивҫен шанса пама килӗшмен; вӑл кӗтсе пӑхма шутланӑччӗ, пӗр-пӗр тур шутлӑ дворянин килсе кӗрӗ те ӗҫтерӗ тенӗччӗ; анчах, юри тенӗ пекех, дворянсем пурте килте ларнӑ, тӳрӗ чунлӑ христиансем пек, хӑйсен кил-йышӗнче пӑтӑ ҫинӗ. — Ӑҫта каймалла? Пирӗн енчен ӑна хирӗҫ Капендюхин тухатчӗ, яланах вара ӑна мӑкши хӗнетчӗ. — Эпӗ те ҫавнашкалахчӗ, ӗненместӗмччӗ. Пурӑнасса вӑл — праҫниксемсӗр, ачашлӑхсӑр пурӑнать; ӗҫлессе лаша пек ӗҫлет, урӑх унӑн нимӗн те ҫук. Анчах ашшӗ ӑна: «Мӗн хӑраса тӑратӑн? — Ыр ҫыннӑм, кунта каллех пирӗн тепӗр хут аташса каяс марччӗ, — тенӗ. — Сывӑ-и, тарават ҫынсем, — терӗ вӑл, уйрӑммӑнах йӑваш пулма тӑрӑшса. Хӑш чух ҫавнашкал курӑнусем ӑна, паттӑр энерги юхӑмӗпе ҫӗклентерсе, ӳсӗртсе янӑ, — вӑл вара ун пек чух, ура ҫине сиксе тарса, хулпуҫҫийӗсене карӑнтарнӑ, ырӑ шӑршӑллӑ сывлӑша кӑкӑр туллин ӗҫнӗ; анчах тепӗр чухне ҫав курӑнусемех ун ҫине хурлӑхлӑ кӑмӑл янӑ, — ун пек чух ун йӗрес килнӗ, куҫҫуль тухнӑ — намӑслантарнӑ, вӑл, макӑрас мар тесе, хӑйне хӑй хытарнӑ, ҫапах та куҫҫуль лӑпкӑн шӑпӑртатнӑ. Вӑл пуҫласа ҫакӑн пек ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ. Хӑйсен лару-тӑруне тӗрӗс ӑнланса, хӑрушлӑхпа куҫа-куҫӑн хирӗҫ тӑма тиврӗ. Вӑл пӗр саманта чарӑнчӗ те каллех малалла вулама тытӑнчӗ: — «…малалла асӑннӑ хушаматсене е суя ятсемпе халӑх хушшинче паллӑ ҫынсем пурте…» — Ан хӑра, ачам, ан хӑра, — калаҫрӗ вӑл. Пӗрремӗш листи ҫакӑнпа вӗҫленет. Чей те сахӑр! — хӑналама тытӑнчӗ вӑл. Юратса кайнӑскерсем икӗ хутчен ӗнтӗ ватӑ садӑн ҫӗрлехи шӑплӑхӗнче пӗр-пӗринпе хирӗҫ пулнӑ. Юлашкинчен, ырӑ ҫынсен телейне, Макҫӑм пичче темшӗн австриецсене ҫав тери ҫилленнӗ те Италие тухса кайнӑ: унта вӑл хӑй пекех чӑркӑш ҫынпа тата еретикпе — Гарибальдипе ермӗшсе кайнӑ. Э! — Илӗр-ха, акӑ, Джейн Грей ледие, — терӗ вӑл, — е Гилфорд Дэдлипе Нортумверленд старике. Ҫурӑмпа хулпуҫҫисене пӑхас-ха: кӑвакартса пӗтерчӗ пуль. Малти урисене фальшборт урлӑ хурса, вӑл чӑтма ҫук хытӑ вӗрчӗ. — Каймалла пулать ҫав. Анчах эпӗ Пизана татах килетӗп-ха. Вӑхӑтлӑха пулсан та килетӗп. Вӑл хӑйӗн япаласем хумалли миххине Стручкова парса хӑварчӗ те, санаторине каҫхине: электричкӑпа ҫитме пулса, гостиницӑран ҫурранах тухса кайрӗ. — Сывӑ-и, Саша! Тути унан ялтӑракан шӑлӗсем ҫийӗпе уҫӑлса ирӗлнӗ, куҫӗн хупанкисем асаплӑ чӑтӑмсӑрлӑха пула чӗтӗреҫҫӗ. Халь вӑл пурне те пӑхӑнтаракан, деспот, ӗҫ хушма ҫеҫ пӗлекен ҫын пулса тӑчӗ. Вӑл пӳрнисене ҫӑкӑр ӑшне чиксе ячӗ те унтан сӑмса туртса кӑларчӗ! — Ҫук, икӗ турра ӗненме юрамасть, — терӗ ҫине тӑрсах Никодим атте. — Ҫапах та, ненько, вӗсен юнӗн кашни тумламне малтанах халӑх куҫҫулӗн кӳллинче ҫуса хунӑ… Мӗншӗн кунта вӑл? Казака сиввӗн тӗрткелесе вӑратрӑм та ятласа тӑкрӑм, ҫилленсе илтӗм, анчах нимӗн тума та ҫук! — Апла сире Павка теҫҫӗ? — тесе ыйтрӗ Тоня лешӗ нимӗн чӗнменнине кура. — Тӑхта, — терӗ вӑл. Господа, халь кӑна каларӗ вӑл сире, доктор Давид Матье «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрнӑ пулать, Хисеплӗ легион орденӗн кавалерӗ, Амбруаз Парэ больницинче аслӑ врач пулса ӗҫлекен ҫын, наука хӗвелӗ, чи хисеплӗ общество ҫынни Давид Матье ҫапла кӑшкӑрнӑ тенине илтсен, пирӗн, паллах ӗнтӗ, Матрӑна таҫтан килсе кӗнӗ шухӑшсем асаплантарнине ирӗксӗрех ӗненме тӳр килчӗ, урӑхларах каласан, ӑна ялан такам йӗрлесе ҫӳренӗн туйӑнать пулас. Пӗр вӑхӑта вӗсем шӑпланчӗҫ. Мистер Трелони, эсир лайӑх стрелок, ҫурҫӗр енчи стенана, чи вӑрӑммине тата пилӗк бойницӑллине илӗр. Ку чи хӑрушӑ вырӑн. Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл манӑн алла ячӗ те, суккӑрне пӑхмасӑрах хӑвӑрттӑн пӳлӗмрен урама, ҫул ҫине чупса тухрӗ. Эпӗ тӳрех калатӑп: вӗсем пирӗнпе пӗрле ӗҫлекен революциллӗ кӗрешӳ паттӑрӗсем пек мар, пирӗн класс кӗрешӗвӗ тӗлӗшӗнчи туссем пек мар каларӗҫ, — вӗсем тухса каланисем пурте тӑшманла, килӗшӳсӗр, ҫилӗллӗ, элеклӗ сӑмахсем! Пуринчен ытларах ман пата алӑ пустарма хут илсе пырса пани кулӑшла пек туйӑнчӗ. — Курманах ӗнтӗ, анчах эпир шанчӑклӑ ҫынсенчен илтнӗ, — терӗҫ нумайӑшӗ. Юрамасть» терӗ. «Сывӑ-и, Солоха! — терӗ Чуб, пӳрте кӗрсе, — эпӗ килессе кӗтмӗн пуль ӗнтӗ эс, ҫапла-и? Чӑнах, кӗтмен вӗт? тен, чӑрмантартӑм эп сана… — Чуб Солоха ҫине савӑнӑҫлӑн та чеереххӗн тинкерсе пӑхса илчӗ. Сӑнран пӑхсах паллӑ ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн тӑмсайрах пуҫӗпе пӗр-пӗр кулӑшла та йӗплӗрех сӑмах шухӑшласа кӑларас тесе, малтанах нумай тӑрмашнӑ. — Мӗншӗн пусаҫҫӗ-ха ӑна? — Викентий ҫывӑрмасть иккен-ха, кӗнеке вулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн чӗвен тӑрса пӳлӗмелле пӑхса илнӗ хыҫҫӑн. Анчах юлашкинчен эпӗ ӑна ҫапах ҫӗнтерӗп-ҫӗнтерӗпех. Офицерсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсем хӑйсен командисене номерӗсем тӑрӑх кӑшкӑрса шыраҫҫӗ. Хыҫалти ретсенчен кӑвак сӑхман тӑхӑннӑ ҫӳлех мар казак, халӑх хушшипе чылайччен хӗсӗнкелесе пырса, сцена патнелле утрӗ. Авӑ сана — мужиксӗр улпут, акӑ — улпутсӑр мужик! Вӑл темӗнле хӳшӗсен купи кӑна вӗт, унта гостиница мар, трактир та, картиш та ҫук. Апла мар ӗнтӗ, луччӗ мӗн май килнӗ таран аяккарах иртӗпӗр унтан! Ирхине вӑрансан, Том нумайччен хӑй ӑҫтине чухласа илеймерӗ. Апла пулин те темӗн пекех асапланнӑ ҫынсен кунсеренех вӑйӗ чакса пырать. — Епле чӗнес килет, ҫавӑн пек! — Трелони хӑй пӗччен, Сильвер пулӑшувӗсӗр тара тытнисем ҫине шанни, тӗрӗсрех пулать, — терӗ доктор. Ҫав вӑхӑтра ют ҫӗршыв капитанӗ, козаксенчен халиччен никам та курман пысӑкран та пысӑк тупӑран пӗрсе ярас тесе, аллине хӑй фитиль тытрӗ. Вунпилӗк минута яхӑнах эпӗ, хӑлхана тӑратса, шӑп лартӑм. Кам венчет турӗ? ӑҫта? мӗнле? турӑҫӑм! Унӑн икӗ ури те аманнӑ, икӗ ура тупанӗнче те гангрена, пуринчен ытла тата ҫав тери начарланса ҫитнӗ. Вӗсем тӗл пулнине эпӗ курман, анчах сӗтел хушшинче аннеҫӗм аттене ҫапла каласа пачӗ: ҫак Засекина княгиня ӑна питӗ йӗркесӗр хӗрарӑм пек туйӑнать, вӑл ӑна хӑйӗн хутне кӗрсе Сергей княҫпа калаҫса пӑхма ыйтса йӑлӑхтарса ҫитернӗ, унӑн хирӗҫӳллӗ сутлашмалли ӗҫсем туллиех иккен — йӑлт укҫа пирки тавлашмалли йӗрӗнчӗк ӗҫсем — тата вӑл княгиня питӗ сутлашма юратакан, кутӑн ҫын пулмалла. Унӑн кӗлетки ҫемҫен сиксе илчӗ, пуҫӗ хулпуҫҫи ҫине вӑйсӑррӑн ӳкрӗ те, чарӑлса кайнӑ куҫӗнче койка тӗлӗнче ҫунакан лампӑн сивӗ ҫути ялкӑшса илчӗ. Кӑсӑясем пит ӑслӑ, анчах вӗсем пурне те пӗлесшӗн хӑтланаҫҫӗ, ҫавӑ вара вӗсене пӗтерет. Аслӑ кӗнекере каланӑ: хавала ан сӳнтерӗр, тенӗ, а эсир мӗн тӑватӑр? Кравать айне те, кӑмака айне те пӑхаҫҫӗ, нӳхреп пур пулсан — нӳхрепе кӗрсе тухаҫҫӗ, мачча ҫине хӑпарса анаҫҫӗ. Анчах та ҫак ҫӑтӑх чӗрӗ чунсем йӑвинчен тин ҫеҫ тухса кайнӑ-ши е тахҫанах? Вӗсем вӗт хурӑнлӑхалла кайрӗҫ. — Уряднике чӗнес пулать! Унран чӑнах та аяккарах пулмалла манӑн. Пӳрт умӗнче вӗсен имшер те хытанкка ырӑ амӑшӗ, хӑйӗн ытарма ҫук ачисене ыталама та ӗлкӗрейменскер, вӑрҫса тӑрать: «Пӑхӑр-ха, ырӑ ҫынсем: ватти ухмахланнӑ! Пачах ӑсран тухнӑ! Кӑвак шӗвек йӑрӑмӗ хут ҫийӗпе йӑлтӑртатса юхса тухрӗ, Банникӑн туллатнӑ кӗске кӗрӗк арки ҫине пӑт-пӑт-пӑт тумланса анчӗ. — Суккӑр, — пӑшӑлтатрӗ хӗр, кӑшт хӑрасарах. Мӗнле халӑх? Гусев анать. Эсӗ шӳт туса калатӑн пулӗ? Мӗн калаҫмалли, пӗрремӗш сорт хӗр. Вӑхӑтлӑха пӗр пысӑках мар планета ҫинче вырнаҫрӑмӑр, анчах ун ҫинче ҫутҫанталӑк чухӑн, апат-ҫимӗҫсем те Ҫӗр ҫинчи ҫынсемшӗн юрӑхсӑр. Сирӗн хӗвӗрте ларнипе телей тупаймӑн. Катяпа ӑна кичем пулмарӗ, вӑл хӑех ӑна ӗнерхи сонатӑна выляса пама кӑмӑл турӗ; анчах Одинцова тавӑрӑнсан, ӑна курсан, унӑн чӗри самантрах пӑчӑртанса ларчӗ… Анчах ку пӗрре хӑнӑхнӑ сасӑсем — вӑрманӑн ҫӗрлехи сассисем: шӑнкӑртатса шыв юхать, варкӑш ҫил килсе хускатнипе ҫулҫӑсем пӑшӑлтатаҫҫӗ, цикадӑсем чӗриклетеҫҫӗ. Сыхланмалли майсем йышӑнӑр. — Ку вара питӗ вырӑнсӑр, доктор Либерсмут. Анчах Марат чарӑнса тӑмасӑр ҫаплах малалла каларӗ: — Робеспьер, Дантон, хӑрушлӑх вӑл — хисепсӗр нумай хупахсенче, выляв ҫурчӗсенче, клубсенче… хӑрушлӑх — выҫлӑхра. Вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ мӑнтӑркка ҫын, сарӑ ҫӳҫӗсем кӑтраланса тӑраҫҫӗ, килӗшӳллӗн кулнӑ чух кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ яланах хӗрелсе каять. Черняк, казаксем нимӗн шухӑшламасӑр тӑсӑлса выртакан таса мар, вырӑнсене пуҫтарман хурал пӳлӗмне йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Паллах, ҫав хӗрӳ, хӗрӗх километр тарӑнӑшне ансан, эпир ҫӗр хуппин чиккине ҫитсе тӑратпӑр, кунта, температура пин те виҫҫӗр градусран та ытларах пулать. — Пирӗн пата пырса ҫӳрекен ачасемпе эпӗ яланах эсӗ тесе калаҫатӑп; сире те эсӗ тесе чӗнем-и? — хушса хучӗ вӑл, мана куҫран тӗллесе пӑхса, пуҫне силлесе илчӗ. Вӑл кӑштах шӑнса пӑсӑлнӑччӗ, килтех юлӑп тесе сӑмах панӑччӗ мана. — Акӑлчансем ҫине куҫӑпӑр. «Ман хыҫҫӑн, Владимир Семеныч, мӗн пӑхса тӑратӑр эсир! Ӑна чи малтан курнӑ Мак-Набс чӑтса тӑраймарӗ, ӗненмесӗр вӑл аллине сулса ячӗ. — Ия, астӑватӑп, — терӗ Гек. «Ак сана!» терӗ ткач, аллисене усса. Ку юрӑ хыҫҫӑн тата тепӗр юрӑ юрларӑмӑр, унтан виҫҫӗмӗшне. Вара ҫав ҫул вилмелле ҫынсем хӑйсемех сан умӑнтан ҫулпала утса каяҫҫӗ. Эсӗ мана унӑн хӗрне те чӗнтӗм терӗн пулас, мана такам ун пирки вӑл питӗ килӗшӳллӗ те вӗреннӗ хӗр тесе ӗнентернӗччӗ. Марийка хӑй те астумасть, такӑш вӑхӑтра виле ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ, вӑл, такӑш вӑхӑтра, ним тума пӗлмесӗр, шур ҫырли аврисенчен тыткаласа ун-кун турткаланса илчӗ. Вара темиҫе минут иртсен, ҫак пир-авӑр тӗртекен ҫӗрте пӗр ҫын чунӗ хутшӑннӑ. «Вӗлереҫҫӗ! — шухӑшларӗ вӑл. — Пӗтес пулать!» Кимӗ ҫыран хӗррине ҫитсессӗнех Айртон хӑйӑр ҫине сикрӗ. Кимӗ яхта енне ҫавӑрӑнчӗ. Ниушлӗ отечествӑпа патшашӑн тӗрӗс вилӗмпе вилме пултараймастӑп эпӗ? Нумаях пулмасть вӗт-ха, эпӗ уншӑн киленсех вилме ӗмӗтленсе пурӑнни? Эпӗ те унтан ыйтрӑм: — Эсӗ ма хӗртен ҫавӑн пек ирсӗр мӑшкӑласа хӑтланатӑн? — терӗм. — Тыт! — тесе кӑшкӑрчӗ те Оля, хӗвелпе пиҫнӗ ҫирӗп урисене хӑвӑрт-хӑвӑрт иле-иле пусса, хӑйӑрлӑ вырӑн урлӑ сӗвек ҫыраналла, чечекленекен симӗс улӑхалла чупса кайрӗ. Маврин ҫынсене пичӗсенчен ҫап-ҫаврака чул пек куҫӗсемпе пӑхса, кӑштах хӑйӑлтатакан, команда паракан сасӑпа каланӑ: — Эпӗ тӑнӑҫ кӑмӑллӑ ҫын, ҫавӑнпа та ӳстерсе каланине чӑтма пултараймастӑп. Пӗррехинче вӑл кукамӑшӗ кӳршӗ арӑмне «хӗл каҫать тетпӗр пурте, виллипе чӗррине турӑ пӗлет-ха», — тенине илтет. Алексей юр ӑшнерех лӑпчӑнчӗ. Ав ирсӗр! Халӗ ӗнтӗ етрепе ҫунтарма тытӑнчӗ, — хушса хучӗ вӑл, лӑпчӑнса ларнӑ май. Чунӗ хӗпӗртерӗ, куҫӗ йӑлкӑшса ҫуталчӗ. Сыв пуллашнӑ май кӳренсе чуп туни кӑна манӑн асӑмсене пуйтараймасть ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн пире уйрӑлмашкӑн кӑна йывӑртарах пулать. Эсӗ тата Лантенак — иксӗр те Говэнсен йӑхӗнчен. — Динӑн ҫулӗ пушӑ-и? «Артист! — шухӑшларӗ Давыдов. Пӗрне, «Юрий Милославский» ятлине пулас, сутрӑмӑр. Эп тӗлӗнсех кайрӑм. — Пӗри Кассий Кольхаун пулнӑ, тепӗри — Луиза Пойндекстер. «Ӑҫта эсӗ, батько, сана козаксем шыраҫҫӗ. — Суднона ҫӑлса юлма урӑх пӗр шанӑҫ та ҫук пулсан, эпӗ вӗсене юлашки самант ҫитсен систерӗп. Корытов районта халӑх сахалли ҫинчен каласа кайрӗ, хӗрарӑм, урай тӑрӑх шӑппӑн утса пырса, шкапран пуҫланӑ эрех бутылкине тата ҫинҫе пилӗклӗ икӗ стакана (ун пек стакансемпе Иранра чей ӗҫеҫҫӗ, Грузире — эрех ҫеҫ) туртса кӑларчӗ те сӗтел ҫине лартрӗ, хӑй, стена ҫумне таянса, Корытов калама чарӑнасса кӗтме пуҫларӗ. — Акӑ эсир ӑҫта аташнӑ, — хушрӗ вӑл, хӑйсем иртсе пыракан ҫул ҫине кӑтартса, — сирӗн сылтӑмалла каймалла пулнӑ. Хваттерне юнашар ил; эпир ҫӑл патӗнчи пысӑк ҫуртра, мезонинра пурӑнатпӑр, аялта Лиговская княгиня пулать, ҫав ҫурт хуҫийӗнех тепӗр ҫурт пур, ҫавӑнпа юнашар, ӑна йышӑнман-ха халь… — Ну-с, — пуҫларӗ Марья Николаевна, каллех диван ҫине ларса, — эсир лекрӗр ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрпеле ҫывӑх ларса киленес вырӑнне, манпа ларас пулать сирӗн… куҫӑрсене унталла-кунталла ан вылятӑр, ан ҫилленӗр — эпӗ сире ӑнланатӑп, сире ӑҫта каяс тенӗ, унта яма та сӑмах патӑм эпӗ… халӗ ӗнтӗ ман сӑмаха итлӗр. Кӑна ӗненес килмест! Кӑнтӑрла ҫитерехпе ту ҫинчен анса ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс хӗррине ҫитичченех тӑсӑлакан сӑртлӑ тӳремлӗхпе пыма пуҫларӗҫ. Мозаикӑллӑ урайне мачча чӳречисен витӗр ӳкекен ҫутӑ пайӑркисенче тусан ташлать — вӗсенче кӗнекесен тӳрӗ речӗсем, бронза статуйӑсем (вӗсем лаптак шкапсен хушшинче), ҫинҫе шӗвӗр ураллӑ пӗчӗк сӗтелсем, экрансен пӗлӗтлӗ тӗкӗрӗсем курӑнаҫҫӗ. — Тен, синьор Риварес каласа парӗ пире? Анна Васильевна хӑй хӗрне вӗрентсе ҫитӗнтерме шаннӑ гувернантка, — тунсӑхласа пурӑнакан барыня — Еленӑна воспитани пама пачах пуҫламанни ҫинчен скобкӑра каласа хӑварасах пулать, — вырӑс ҫынни, ҫука тӑрса юлнӑ взяточник хӗрӗ, институтра вӗреннӗскер, питӗ ҫемҫешке чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ суя хӗрарӑм пулнӑ; вӑл яланах кама та пулин юрата-юрата пӑрахнӑ, унӑн юратӑвӗ вара аллӑмӗш ҫулта (ун чухне Елена вунҫичче кайнӑ пулнӑ) темле офицера качча тухса, леш ӑна ҫийӗнчех пӑрахнипе пӗтнӗ. «Лӑпкӑ океанри тинӗс ҫулҫӳрев кампанийӗ» ку тинӗс хӗррине лайӑх пӑхса тӑрать. Ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт. Урри пӗр этем те ҫукчӗ ӗнтӗ. Эпӗ сире ахалех хӑратасшӑн мар, анчах калас пулать: ҫав пӗлӗтсем хӑйсемпе пӗрле вилӗм илсе килеҫҫӗ. — Мӗн тума кирлӗ-ха вӗсем? — Сӑвӑсӗ те питӗ пӗчӗкскер. Веткин, кӗпҫене тӗрлӗ еннелле вылянтаркаласа, вӑраххӑн тӗллерӗ. Опиум туртакан ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем ӑна. Кута сахал-ха: Яков Лукич кирпӗч хатӗрлемелли пысӑк мар завод пекки те туса лартма сӗнчӗ тата кунашкал ӗҫ тупӑшлӑ пуласси пирки иккӗленсе тӑракан Аркашка Менока ҫапла каласа ӗнентерчӗ: капитальнӑй витесемпе вӑкӑр картисем тума районран, ҫирӗм сакӑр километртан кирпӗч турттарса килнинчен, ҫитменнине тата ҫӗрӗшне тӑватӑ тенкӗ те аллӑшар пус тӳлесе илнинчен, колхозрах кирпӗч туни нумай пайта кӳрет, имӗш. — Тоня, санӑн мана пулӑшас пулать. Офицер урипе тапрӗ, кӑшкӑрса ячӗ. Кирила Петрович хӗрӗ ашшӗ килӗнче ҫитӗннӗ, вӑл вара час-часах Дувровскине: «Итле-ха, тӑванӑм, Андрей Гаврилович, сан Володькунтан путлӗ ҫын тухсан, вӑл ҫара ҫерҫи пек ҫара пулин те, хамӑн Машӑна ӑна качча та парӑп-и тен», — тенӗ. Тата малалла шыв тӳремӗ ҫинче кӑткӑ тӗмескисем евӗрлӗ темӗн чухлӗ пӗчӗк утравсем сапаланса выртаҫҫӗ. — Вӑл яланах ҫапла. Эпӗ вӗсене пурне те юратнӑ, вӗсем валли мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тунӑ. Куратӑп — ҫынӗсем, ҫынсем пекех вара, калатӑп: тӑвансем, тавай туслӑ курӑнар, тавай савӑнӑҫлӑ пурӑнар, тавай савӑнӑҫлӑ пурӑнар, тетӗп; ҫакӑн пек юрӑ пур, тетӗп: Пурнӑҫ пире савӑнма чармасть! Ахалех эсӗ пӑшӑрханатӑн — ан тив мана. Анчах мӗн вӑл халь пирӗншӗн? Ну, кайрӑмӑр-и? Лось аллисене кӑкӑрӗ ҫинче хутлатнӑ, кулать. Мӗнех вара! Вӑл арҫынсемпе хӗрарӑмсем хушшинчи, «пӗр вырӑнта пурӑнакансем» тата «пӗр вырӑнта пурӑнманнисем» хушшинчи, пурлӑхлисемпе пурлӑхсӑррисем хушшинчи, вӗреннисемпе вӗренменнисем хушшинчи правасенче уйрӑмлӑх пуррине йышӑнмасть. Тинӗс хумӗ вӗтӗ-вӗтӗ чулсене ҫыран хӗррине кӑлара-кӑлара ҫапать. Асӑрхануллӑрах пулӑр, ыйтатӑп! Ҫавӑнтах хӑй тем тӗрлӗ ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ. Павел ӑна шӑппӑн систерме ӗлкӗрчӗ: — Мана илсе каяҫҫӗ… Качча кайиччен ку — упӑшка суйлама кирлӗ, качча кайсан — упӑшкине пӑхӑнтарса пурӑнма. Чи путсӗр ултавҫӑ эсир! Анна Васильевна ӑна хӗрӗпе юлташлӑ пулма илнӗ те халь яланах хӑй ҫумӗнче тытса усрать. Ӑҫта халӗ вӗсем, эпӗ пӗлейместӗп, — терӗ вӑл. Берсенев ҫав кӗлеткесен ушкӑнӗ ҫине аллине сулса янӑччӗ, анчах ӑна Шубин тытса чарчӗ. Окружком секретарьне шӑнкӑртаттар. Карабинне авӑрласа вӑл хапхана хураллама тытӑнчӗ. Унӑн нумай кӗтсе тӑмалла пулмарӗ. Пампассенче йытӑ вӗрнӗ пек те, уланӑ пек те сасӑ илтӗнчӗ. Индеец персе ячӗ. Ӑна хирӗҫ ҫӗр саслӑн улани илтӗнсе кайрӗ. — Манӑн хамӑн та улттӑ вӗсем. Пӗрре капитан «килӗшетӗп», тепре «килӗшместӗп» тесе ҫырса хунӑ. Хорунжий атаман пуҫне йӗнер ҫумне ҫыхас тесе вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркинчен те ярса тытма ӗлкӗреймерӗ, ӑна хаяррӑн тавӑракан тупӑнчӗ те. — Малалла мӗн? Пӗвӗпе Бек пысӑках мар, вӑтам виҫерен те кӑшт лутрарах, хытанка, шӑнӑрлӑ, питӗ вӑйлӑскер. Колхоза кӗменнисем, вӑкӑрӗсене пусса пӗтерсен, мӗнпе акӑпӑр-ха вара? Мересьев старик ҫине интересленсе пӑхрӗ. Ниловна, кӗнекесем илсе килтӗн-и? Юлашкинчен каҫ пулчӗ. Лос-Анжелоспа Мексика хушшинче ҫыхӑну татӑлнӑ пулнӑ. Ну, мӗн мана улталаса пыратӑн-ха эсӗ? Вӑрманпа пынӑ чухне Гленарван час-часах ҫӳлелле пӑхса илет. Унта, ҫӑра пӗлӗтсем фонӗнче, тип туратсем уҫҫӑнах курӑнса тӑраҫҫӗ. Ку тинӗсре пулӑсем пит нумай пулмалла, мӗншӗн тесен эпир икӗ сехет хушшинче темӗн чухлӗ, птерихтитсемпе ытти йышши пулӑсем те пайтах тытрӑмӑр, вӗсен диптерид текен йышӗсем тахҫанах вилсе пӗтнӗ, анчах ҫапах та вӗсен йышӗ мӗнлине пичче тӗплӗн калама пултараймасть. Вӗсен пӗрин те куҫсем ҫук. Шуҫӑм килнӗ чухне вӑранчӗ, картишне тухрӗ те сасартӑк ӑна тӗлӗнмелле шӑв-шав илтӗнчӗ: пӗр лупас айӗнче ҫӗр каҫакан пӗрлештернӗ автансем тем тӗрлӗ сассисемпе пӗр харӑсах татах ҫав тери вайлӑ, хорпа шарлаттарса авӑтаҫҫӗ. Патошкин ӑна шанать, унӑн участкине хутран-ситрен кӑна пыркаласа пӑхать. Ҫак чӗрӗ хӑват кӗртекен ылтӑн ҫулӑм, таврари ҫак сӗм вӑрман, ҫак тӗтӗмленсе хуралнӑ пит-куҫсем, ытла ачашшӑн курӑнмасан та ӑшӑтса йӑл кулакансем, вӗсен йывӑр ӗҫре ҫуркаланнӑ аллисем, юлашки чӗлӗ пулсан та пӑлхарла савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫынна ҫӑкӑр сӗннисем — ҫаксем пӗтӗмпе чӗрене кайса тивес пек тӑванла ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ. Мӗншӗн сан пурӑнмалла, мӗншӗн? Сывпуллашас май, санӑн унпа уҫӑлса ҫӳресчӗ хуть! Уялла пӑхакан Андрей ҫаврӑнса тӑчӗ. Мана-и?.. — тесе илчӗ Катя. Ҫак каҫхине вӗсен нумай япала ҫинчен калаҫмаллаччӗ. Шыв пуҫран ҫӳле хӑпарчӗ… Ҫӗрле ҫывракан маориецсем европеецсене курнӑ, вӗсене тыткӑна илсе, урисене ҫыхса кимӗ ҫине лартнӑ. Вӑл ӗҫе тума эпӗ уйрӑммӑнах пултаратӑп, тесе шухӑшлаттӑм эпӗ. Гленарванпа унӑн юлташӗсем фортра мӗн пуррине пӗрре пӑхсах курчӗҫ. Яланхи пекех вӑл Григорий Александрович патне кӗчӗ, ӑна вӑл кирек хӑҫан та тутлӑ ҫимӗҫсемпе хӑна тӑватчӗ. — Апла пулсан, ку авантарах та! Ватӑ карчӑкӗ кинона ҫӳреме юрататчӗ, вӑл пӗр картинӑна та курмасӑр сиктермен, Николай Антоныч унпа ҫӳретчӗ, тахҫан малтан билет та илсе хуратчӗ. — Пит аван! — ирониллӗн каласа хунӑ Люба. — Эпӗ нимӗн те каламан! — Ниҫта та тупаймаҫҫӗ, — терӗ тарҫӑ. Телейсӗр метис хаклӑ тумламсене пуҫтарма чул ҫинче лаптӑк тунӑранпа нумай, нумай ҫул иртнӗ ӗнтӗ. Ӑнчах ку таранччен те Мак-Дугал шӑтӑкӗнчи тӗлӗнмелли япаласене курма пыракан турист, пуринчен ытларах ҫав хурлӑхлӑ чул патӗнче чарӑнса, хуллен тумлакан тумламсене пӑхса тӑрать. Ун пек тума татӑклӑнах хушмастӑп. Пӗтӗм хулипе те манран телейлӗрех ҫын ҫук. — Района чӗнеҫҫӗ. Тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнчен урамсемпе килкартисене «ылтӑн чанасем» ӳкрӗҫ, мужиксемпе хӗрарӑмсем, кашни хӑйӗн япалисемшӗн тӑрӑшса, йӗркесӗр тӗркӗлтетрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах таттисӗр ӳлекен сасӑ илтӗнсе тӑчӗ: — Шы-ыв! Шӑллӗ ҫав ҫынсенчен пуринчен ытларах ялан кӑшкӑрашса калаҫакан цыгана, Коптева, юратнӑ пулмалла; вӑл ӳсӗр пек тата ҫине тӑрса ӗҫлекен, ӑслӑ ҫын пек те туйӑннӑ, вӑл пуринчен те ытларах:— Кусем пурте пустуй япаласем, философи! Унӑн йывӑр нушине туйса, куракансем те йӗре пуҫларӗҫ, хӑш-пӗрисем сасӑпах йӗчӗҫ. Бей те куҫҫульне чараймарӗ, тинех ӑна Григоров та кирлӗ мар, мӗн пӗлмеллине унсӑрах вӑл тӗрӗс ӑнланать. Урай хӑмине улӑштармалла тесе час-часах сӑмахлатчӗҫ, шӑтӑкӗ пӗрмай ӳссе пыратчӗ, ҫил-тӑман пулнӑ чух унтан труба витӗр вӗрнӗ пекех вӗретчӗ, ҫынсем шӑнса пӑсӑлатчӗҫ, ӳсӗретчӗҫ. Ырӑ кӑмӑллӑ та ҫулӑмлӑ туйӑмсем килсе тулнипе Санин кӑкӑрӗ ҫӑмӑллӑн ҫӗкленет. — Ҫук, калатӑп вӗт, — чарчӗ ӑна упӑшки, — эпӗ ӑна пысӑк хаваслӑхпах чӗннӗ пулӑттӑм, анчах манӑн йӗме ҫӑваҫҫӗ, урӑх — ҫук… Куратӑр-и: мӗн тӑхӑнса янӑ эпӗ? — Эсир, Маплз шӑллӑм, ӑна пулӑшакансем пулнӑ тетӗр. Мӗнле ан пулӑшчӑр ӑна! — Хулана Гитлертан тытса илнӗ тесе шутлатӑр-и эсир? Эсӗ-и ку? Ӑҫталла каять-ши вӑл халь? Лешӗ чарӑнса тӑчӗ. Хыҫран пырса, пуҫран ҫапрӗҫ, ураран ӳкерчӗҫ, пӑр ҫинче хама кам тӳнине курса юлаймарӑм…» Е ҫавӑн пекех йӑвашшӑн кулса илет те калать: «Иртсе кайнине мӗншӗн асӑнас, чунӑмҫӑм? Ҫынсем пурте пӑлханаҫҫӗ, час-часах пӗр ҫӗрелле пухӑнаҫҫӗ, каллех уйрӑлса каяҫҫӗ, пӗр цехран тепӗр цеха чупкаласа каҫаҫҫӗ. — Илетӗпех! — тесе кӑшкӑрса янӑ Денни. Ара, его высокоблагороди кашкӑр мар вӗт, ҫисе ямӗ; чиркӳ патне ҫитиччен ларса кай», — тенӗ те, Дуня вара гусарпа юнашар кӳммене кӗрсе ларнӑ; ямшӑк ларчӑк ҫине ларса шик! шӑхӑрнӑ, лашасем сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ. Хӑш чухне вӑл кантура пырса унта нумайччен ларнӑ, вара, Якова кансӗрлесе, хӑйӗн пӗтӗм вӑйне фабрикӑна, ачасене пани, пӗтӗм пурнӑҫне фабрикӑн чул туртисене кӳлӗнсе, вӗҫӗмсӗр ӗҫсен сӗрӗмӗ ӑшӗнче, нимӗнле савӑнӑҫ та курмасӑр пурӑнса ирттерни пирки ӳпкелешнӗ. Тепӗр хӗрарӑмӗн, пӗр ҫирӗм пилӗк ҫултискерӗн, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем шывланса тӑраҫҫӗ, макӑрнипе пӗтӗм пичӗ-куҫӗ тӑртанса кайнӑ; пирӗн тӗле ҫитсен вӑл, макӑрма чарӑнчӗ те, пит-куҫне ҫанӑпа хупларӗ… Кӳлешӳ хӑваланӑ-ши ӑна хутора? Кунта тутӑ та ҫӑмӑл пурӑнатчӗҫ, ӗҫ вырӑнне ӑнланмалла мар, ниме кирлӗ мар тӗрмешсе хӑтланни, хыпаланса тӑни кӑначчӗ. Давыдов чӗнмерӗ… Ҫапла ӗмӗтленнӗ Симурден, иҫмасса. Вӑл халӗ аппарат хӑш енче выртнине пӗлет. Тухса чӗнес мар-и? — Пӗлетӗн-ҫке эсӗ, хӑш чухне эпӗ ҫакӑн пек пулатӑп. Малалла, километр ҫурӑ яхӑн, якатнӑ тӑпра ҫине чавса хунӑ вӑрӑм вутӑ сыпписем ҫилпе кайса ӳкнӗ шӑтӑрнак карта евӗрлӗ тӑсӑлса выртаҫҫӗ. Кусем шпалсем. Кашниех хӑйӗн тӗркемне ҫӗклерӗ. Ку тапхӑрта пирӗн умра сӳннӗ Снеффельс мар, хӗмленсе вӗресе тӑракан чӑн вулканах пулчӗ. — Иртнӗ каҫ эпир йывӑҫ хӑвӑлӗнче ҫывӑртӑмӑр, — терӗ хӗрарӑм. Ун хыҫӗнчен ыттисем нимӗн чӗнмесӗр утрӗҫ, вӗсен урасенчен урайӗнче те, пусма картлашкисем ҫинче те юнлӑ йӗрсем выртса юлчӗҫ. «Халӗ ӗнтӗ тӳрех Севастополе, ҫав тискер тамӑка каймалла — хӑрушла! Чарӑн-ха эс! — Ӑҫта? — кичеммӗн ыйтнӑ Яков, хӑйӗн хӗрарӑмӗ ытларах та ытларах ҫилленекен пулса пынине, чӗлӗм питӗ нумай туртнине тата йӳҫек тӗтӗм шӑршипе сывланине курса. Этем калаҫӑвне итлесе пӗтерсен Аэлита пуҫне ҫӗклерӗ, — сӑнӗ лӑпкӑрах курӑнать, куҫ шӑрҫисем — вӗлтӗрех. — Ав, леш тусем хушшинче, — тавӑрчӗ лазутчик, Терек леш енне кӑвакпа, тӗтреллӗ хушӑкалла кӑтартса. Ҫак тапхӑрта симӗс вӑрман хӗрринчен вылямалли шӑвӑҫ труба сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ. Ҫапла, ҫапла, ҫапла… — терӗ старик, хуллине йытӑ пуҫӗ ҫинче тытса. Эпӗ хамӑрӑн ҫитес пӗрлешӳ саманчӗ ҫинчен шухӑшласа пыратӑп… Эпӗ хамӑн ҫитес кун-ҫула тытакан, темӗнле тӗлӗнмелле майпа вӑрттӑн ҫыхӑнса кайнӑ ҫын ҫинчен те шухӑшлатӑп. Ромашов патӗнче-и? Юланутлӑ хӗр хӑвӑрт хӑй ҫулне улӑштарать те кипарис патнелле каяс вырӑнне тӳрех чӑнкӑ ту хӗррине ҫул тытать. — Пирӗн обществӑри хӗрарӑмсем намӑс ҫуртӗнчи хӗрарӑмсенни пек шухӑшпа пурӑнмаҫҫӗ тетӗр эсир, эпӗ вара; Никампа калаҫма ҫук. Следователь хӑйӗн сӗнӗвне каялла илчӗ. Павел тӳрре тухрӗ. — Сывӑ ирттертӗр-и куна, ырӑ ҫынсем! Эй! — терӗ вӑл казаксем еннелле ҫаврӑнса, ҫав-ҫавах вӑйлӑ та хаваслӑ сасӑпа. Вӑл ним вӑй хумасӑрах каларӗ, анчах ун сасси ҫав тери хытӑ илтӗнчӗ, калӑн, вӑл такама, ҫырма леш енче тӑракан пӗр-пӗр ҫынна, кӑшкӑрса каларӗ тесе. — Ҫав тискер пин ура-и? Часах Том ҫакна асӑрхарӗ: вӑл тем пекех ӗмӗтленсе кӗтнӗ каникул ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ҫак тӗлӗнмелле ӗҫӗ ак ҫапла пулнӑ. Эсӗ пире кивҫен е тырӑлла машина пар, букарь е запашник мар, лайӑх машина илсе кил! Хӑв каласа кӑтартнӑ пек трактор пар. Ҫав кашкӑр сасси пулнӑ. Кашкӑр вӗсенчен инҫех мар пулнӑ, вӑл янах шӑммисене шатӑртаттарса, сассине улӑштарни те паллӑ пулнӑ. Шухӑшланӑ чух ун пичӗ ҫеҫ хускавсӑрланнӑ, пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем куҫӗсем патне пухӑннӑ, вӗсем тавра карталанса тӑнӑ, ҫакна пула унӑн куҫӗсем тата ытларах ҫамки айне путнӑ… Вӑл кулать-ши? Унта, кӑвак пӗлӗт айӗнче, ӑна хӑйӗн асапӗсене — вилнӗ шӑлнӗшӗн хуйхӑрассине, юратнӑ ҫынна ҫухатасран хӑрассине, тен, хӑйӗн ячӗ каясран хӑранине те тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах пек туйӑннӑ пулӗ. — Тусӑмсем, — терӗ Дик Сэнд ҫурма сасӑпа, хӑйне хӑй калаҫнӑ пек, — итлӗр мана. Пуҫ калама ҫук вӑйлӑ шыҫса, кӳпчесе кайнӑ пек, унта вара Ромашова тӳсмелле мар хыттӑн ыраттарса, такамӑн йӑнма пӗлми, ним хӗрхенӳсӗр сасси кӑшкӑрашать: — Ро-та, пӗрре!.. Ку Дик Сэнда кулянтаракан ҫӗнӗ сӑлтав. — Мӗн курнӑ вара вӑл? — ыйтрӗ игумен. — Роберт мар-ши ку? — тесе пӑшӑлтатрӗ Гленарван. Тупӑкҫӑ ӗнтӗ хӑйӗн ҫурчӗ патне те ҫитсе пынӑ, сасартӑк ӑна ун хапхи патне такам пырса, кӗҫӗн алӑкне уҫса, шалалла кӗрсе кайнӑ пек туйӑннӑ. Шарласа выртакан юханшыв варринчи ҫын, вӑл кайнине пӑхса тӑрса юлчӗ. Анчах Вудли Пойндекстер ӑна пӗлмен. Вӑл ҫавна пӗлменни те лайӑх пулнӑ пулӗ. Ӑҫтан парса ятӑр вӑл? — Ҫук, ҫывӑрмастӑп, — терӗ вӑл. Уйӑх ҫаплах-ха хура пӑнчӑсемпе тӗрленнӗ пысӑк кӗмӗл укҫа пек лаптак туйӑнать. Ромашов килне мӗнле ҫитсе ӳкнине те, хайне вырӑн ҫине кам майласа вырттарнине те астумасть. Ҫав каҫхине Макҫӑм, иккӗшех юлсан, пайтахчен Петрпа калаҫрӗ. Ҫӗрле канӑпӑр та, тепӗр виҫӗ кун та иртмӗ, эпир каллех икӗ галерея пӗрлешнӗ тӗле ҫитӗпӗр. Ҫакнашкал чухӑн патшасем хӑйсен ҫарӗсене укҫалла пуян патшасене тара параҫҫӗ, кашни ҫыншӑн куллен укҫа илсе тӑраҫҫӗ. Анне чӑнах та инкек курать вара. Джемма сасартӑк ура ҫине тӑрса амӑшне ытамласа илчӗ. «Хӑвӑрах ҫӗнтертӗмӗр, тетӗр эппин? — вӗлтлетсе илеҫҫӗ ун пуҫӗнче шухӑшсем. А эпӗ сире, юлташ, урӑхла калатӑп: тӗлӗнмелле лайӑх ҫанталӑк ку! Анчах сунарҫӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ: тен, эпӗ ҫынна вӗлерӗп, тенӗ вӑл. — Эпӗ ҫӗрле выльӑхсем патне тухсан илтрӗм, шӑп сан сассупа юрланӑ пекчӗ. Никита ҫӗр чавакан Тихон Вяловӑн сарлака янахлӑ, хӗрлӗрех ҫӑра ҫӑмлӑ та хӗрлӗ пӑнчӑсем палӑрса тӑракан питне уйрӑмах асӑрхарӗ. «Позовпа (кунта каллех нумайччен сывлӑш ҫавӑраймасӑр ларчӗ). «Ах!.. мошенник ҫинчен позовпа, Иван Иванов Перерепенко пирки». Гаер Кулий хӑй мӗскӗн ҫемье пирки пултаруллӑ ӗҫ туни ҫинчен сӑмах тухса каларӗ. «Хуҫалӑх юхӑнсах пырать, ӗлӗкхи хуҫи ӑна пӗтӗмпех аркатса хӑварнӑ» терӗ вӑл. Кунта эпӗ Амстердамран килнӗ тӑватҫӗр пилӗк тонна водоизмещениллӗ «Амбоина» ятлӑ карап ҫинче ӗҫлекен Голланди матросӗсемпе паллашрӑм. Лайӑх ачасем пулчӗҫ! Кимӗ шыв ҫийӗпе майӗпен кӑна куҫса пычӗ, ҫакӑ симӗс ҫырансем хыҫалалла шӑппӑн шуса юлнинчен ҫех палӑрса тӑчӗ. Халӗ пӑхатӑп та акӑ, пин-пин юмахран ик-виҫҫӗшне кӑна тупнӑ иккен-ха эпир… Уйӑрлас умӗн унран эпӗ, хай, тахҫан ненецсен стойбищине кайса «Св. Мария» шхуни ҫыннисем ҫинчен юлнӑ юмах-сӑмахсене пӗлмест-и, тесе ыйтрӑм. Ҫав тӗтре ерипен-ерипен хумханса чӳхенет, хӑйпе пӗрле вӑл Ромашов кӗлеткине е ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартать, е аялалла антарать, ҫак пӗр-тикӗс сиктерӗве пула подпоручик чӗри вӑйсӑрланса-вӑйсӑрлансах пырать, чарӑна-чарӑна ларать, чӑтма ҫук йӗрӗнчӗклӗхпе те ҫӗткеленчӗклӗхпе кӑмӑла пӑтратса тертлентерет. Ун пек ӗҫе кӳлӗнетӗпех!» Ҫунакан шӑрпӑка вӑйлӑ электричество лампи умне ларт — шӑрпӑк ҫулӑмӗ тӗксӗммӗн курӑнать. Ялкорсем кирлех мар мана… Тӳпе ывӑлӗ вилнӗ пулсан — унӑн ӳчӗ патне пыр та унра чул флакона туп, мана илсе килсе пар». — Чарӑнӑр! — касса татрӗ Половцев. Вӑл хаҫата аялалла усрӗ, хӑй вуланине боецсем лайӑхрах итлесе ӑнланса илччӗр тенӗ пек, кӑшт тӑхтаса тӑчӗ те унтан татах васкамасӑр, фразӑсене, хӑш-пӗр чух сӑмахсене те уйрӑм пая уйӑрса малалла вуларӗ: — «Чи малтан ҫакӑ кирлӗ, — тесе вуларӗ вӑл, — пирӗн ҫынсен, совет ҫыннисен, пирӗн ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтӗмӗшпех ӑнланса илмелле, йӑваш чунлӑ пулма, тимсӗрлӗхлӗ пулма пӑрахас пулать, мирлӗ строительство вӑхӑтӗнчи шухӑш-кӑмӑлсене пӑрахас пулать…» — Ӑна эсир хӑвӑр тӑна кӗртӗр. Пӗлессе вара пурне те пӗлес пулать, вӗсем ҫав тери нумай мар. Фантазин тытса чармалла мар аскӑнлӑхне пӗр япала анчах шанӑҫ парать — французла документри кӗтмен «соntin» сӑмах тӑрӑх Ҫӗнӗ Зеландири утравсене континент теме пулать-ши? — Ӑнланмастӑр эсир… — шӑппӑн каланӑ Фома. Ӗмӗрне те итлемен! Хӗвел ҫутӑпа ӑшӑ паман пулсан, куҫа курӑнман вӗтӗ бактерисем те, ҫынсем те пурӑнайман пулӗччӗҫ. Кӑпӑк чӑшӑлтатнӑ, шыв сирпӗнчӗкӗсем сывлӑшалла вӗҫнӗ. Ҫырса янӑ мӗнпур ҫырусем, ыйтса янӑ хутсем ним усӑ та памарӗҫ; мир тунӑ хыҫҫӑн Николай Артемьевич Венецие тата Заруна ахалех ҫитсе килчӗ; — Смотра пуҫлар, — терӗ вӑл, пуҫне инспектор еннелле сулса. Сире питӗ йывӑр пулать-и? — Мӗн тумаллаччӗ-ха сан? Тепӗр чухне чаплӑ сунарҫӑ вӗслетсе ярать те, йытӑ вара, урисемпе карӑнса ӳксе, пӗтӗм кӳлепипе айӑккинелле тайӑнса тата юр сирпӗтсе, хӗрсе кайнипе мулкачран вунӑ хут хӑвӑртрах малалла ыткӑнать. Арҫын ачасем, хӑйсем ӑҫта каяссине халь пӗлмеҫҫӗ пулин те, тен малалла вӗренме кайӗҫ. Ӑҫта ҫитнӗ унта фронт, ҫапӑҫу. Михайла мучи вӑл кинжала яланах ҫавӑркаласа пахатчӗ, хӑйраса ҫивӗчӗшне пӳрне вӗҫҫӗн тӗреслетчӗ. Стефчов сасартӑк кайнине никам та тӗплӗн асӑрхаймарӗ. Чи малтан Весовщиковпа хӗрлӗ ҫӳҫли тухса кайрӗҫ, ку каллех амӑшне килӗшмерӗ. Хӗвел тухас умӗн кӑна вӑл курӑнми пулать, ӑна Хӗвел ҫути хупласа курӑнми тӑвать. Ҫакӑн пек калама хыҫҫӑн вӑл Гленарван хӑйӗнчен текех ыйтмӗ тесе шутланӑ пулмалла. Анчах Гленарван калаҫӑвне малаллах тӑсрӗ. — Эпӗ судья мар, Айртон, ӗҫ мӗнле пулнине те тӗпчеместӗп. Вӑл хӑех ӑнланать. Кунта та пӑчӑ. Эпир Тома сыхласа лартӑмӑр, кӗҫех вӑл хускалса илсе куҫне уҫрӗ, унтан пирӗн ҫине ахаль чухнехи пекех пӑхрӗ те ҫапла калать: — Ара, эпӗ килте-ҫке! Ҫенӗкре такамӑн ури кӑштӑртатрӗ, амӑшӗ кӑртах сиксе илчӗ те, куҫ харшине хӑпартса, ура ҫине тӑчӗ. — Ак ан ӗнен ӗнтӗ шӑпана! Ермохин кӑшкӑрса мана тулалла сӗтӗрсе тухрӗ. Унтан пӗчӗк шанталпа Демида ик куҫӗ хушшинчен я-а-а-ра парать! Каласа панӑ пултӑр! — Ганс тӗрӗс тӑвать! Факультета тасатас пулать. Этемрен хакли нимӗн те ҫук, лайӑх пӗл ҫакна! Чӑнах та ҫаплах ӗнтӗ, Николай Еремеич; пурте турӑран килет; чӑн-чӑн тӗрӗс сӑмах каларӑр эсир… — Рцы! — кулса хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ. — Эпӗ те сирӗн пекех шотландец, сэр, тата эпӗ — «Британипе» — хӗн-хур курнисенчен пӗри пулатӑп! Ну, юрать, эпӗ, пултӑрах эппин, килӗшетӗп… Эпӗ килӗшетӗп. — Ҫемен хупать, — ним асӑрхамасӑр хушса хучӗ Яков Лукич. — Ҫакӑ ҫеҫ-и? — Халь, турра шӗкӗр, эрех завочӗсем нумаях мар. Ӗлӗк вӑт, эпӗ Переяславль ҫулӗпе майра патшана ӑсатнӑ чух, леш хайхи, вилнӗ Безбородько…» «Э-э, хӑта, хӑҫанхине аса илтӗн. Эпӗ, хывӑнмасӑрах, унпа юнашар пырса лартӑм. Уҫланкӑ ҫинче темиҫе ҫӑхан хуллен ярӑнса вӗҫнӗ. Алексее ҫак уҫланкӑ сасартӑках аслӑ вырӑс художникӗ Игорь ҫапӑҫӑвӗ ҫинчен ӳкернӗ мӑнаҫлӑ та хӑрушӑ картинӑна, шкулти учебник ҫинче курнӑскере, аса илтерчӗ. Кам сиртен ҫакӑнпа килӗшет? Чипер ҫӳремелли правилӑсене пӑхӑнса, хирӗҫ пулсан икӗ хӗрӗ те пӗр-пӗрин ҫине вӑрт ҫеҫ пӑхса илчӗҫ. «Мӗншӗн-ха Дмитрий мана ҫавӑн чухнех, часовньӑранах, ӑҫта илсе каяс килнӗ, ҫавӑнта илсе каймарӗ? — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Ӑҫталла? Унта ыйткалаканӑн ҫӗр пӳрчӗ пур. Пысӑк та ватӑ юман ӑна хӳтлӗхре тытать: ҫӗрпӳрте унӑн тымарӗсем айне чавнӑ, ӑна юман турачӗсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Шалта лутра та тӗттӗм; ӑна никам та асӑрхаман пулӗччӗ. Унта иккен вырнаҫма пулать. Хамӑр савӑнӑҫлӑ та пуян пурӑнассишӗн! Юнашар сӗтел хушшинче ларакан Риккардо пуҫне ҫӗклерӗ. Ҫак вӑл — ҫав пур конституцисем те хӑйсен никӗсӗпе националистла иккенне, урӑхла каласан пӑхӑнтаракан нацисен конституцийӗсем пулса тӑнине пӗлтерет. Эпӗ Зинаида патнелле утсаттӑм, анчах вӑл ман еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, каллех кӗнекине ҫӗклерӗ те малалла утрӗ. Ак! сасартӑк йытӑсем, пӗр вырӑна ҫапса лартнӑ пекех тӑп! чарӑнса тӑчӗҫ. Ҫумӑр умӗнхи шӑплӑх ҫеҫен хире кӗҫҫе пек витсе хучӗ, ҫумӑр вӑраха каясса систерсе, тыркассем ҫеҫ янравлӑн та пӑшӑрханнӑн шӑхӑраҫҫӗ. Лушка ахӑлтатсах кулса ячӗ, ҫапла каласа хучӗ: — Макар манран яланах тӗнчери революципе витӗнсе пӑрӑнатчӗ, эсир, авӑ — ака тӑвассипе витӗнесшӗн. — Питӗ япӑх калаҫать. Половцевӑн кӗтмен ҫӗртекех, пӗр кӗске самантлӑха, кӑвар пӗҫертсе илнӗ пек ҫивӗччӗн, арҫын туйӑмӗ ҫиҫӗмленсе илчӗ, анчах вӑл хӑр-хар харлатса, хаярланса кайса, аллине минтер айне чиксе ячӗ, лаша ҫӑварне тытса уҫнӑ пек, хӗрарӑм ҫӑварне уҫма тытӑнчӗ. Вӗсем мана ҫав тери иртӗхсе кайнӑ ҫын кӑна престол ҫинче нумай вӑхӑт хушши тытӑнса тӑма пултарни ҫинчен шантарса каларӗҫ, мӗншӗн тесен лайӑх та хӑюллӑ тата ҫине тӑракан ҫын ҫӗршыва ертсе пырас ӗҫре чӑрмав кӑна пулса тӑрать. — Тӳрех хӗвелтухӑҫнелле. Пысӑк хум карапа ҫӗклесе илчӗ те чулсем еннелле ывӑтрӗ. — Ара эс йӑлт вараланса пӗтнӗ, питӳ хуп-хура! Ҫав вӑхӑтра сквайрпа капитан палуба ҫине тухрӗҫ. Капитан иккӗмӗш боцмана — карап ҫине юлнӑ матроссен начальникне чӗнсе илчӗ. — Эсӗ фабрикӑна вулама чарнӑ кӗнекесем илсе ҫӳренӗ тесе, тӗрӗсех калаҫҫӗ пулмалла эппин сан ҫинчен! Тинӗс чирӗ мана пит аптӑратмарӗ; эпӗ ӑна ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттертӗм. Пичче яланах чирлӗ пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӑтанса, тарӑхса пычӗ. — Пур та… анчах… Сулахаялла пӑрӑнсанах, ҫил вӗсене хирӗҫлерех вӗре пуҫланӑ. Ҫӳлтен юр тӑка пуҫланӑ. Анчах ку округра мана хисеплеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ килӗшмесен полковник ҫирӗп майсемпе усӑ курмӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Халь Негоро васкамасӑр карап хӳрине Дик Сэнд тӑракан ҫӗре иртрӗ те унран виҫӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ. Пушӑ ҫӗрсене — шагом марш!.. Лешӗ, тумланса та ӗлкӗрейменскер, алӑкне уҫса пӑхрӗ те:— Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ. Мӗскер эс? — ӑна тӗртсе ярса, кӑшкӑрнӑ Ежов, Фоман кӗтмен хусканӑвӗпе тата темӗнле сӑмахӗсемпе тӗлӗнсе аптранӑскер. Мӗнле ҫухатма пӗлтӗн эс ӑна? Иккӗмӗш бригада — уйра, тӳпемрех типӗ ҫӗрте, кӗреҫесемпе те мотыгӑсемпе ӗҫлет. Женя ҫӑраҫҫипе телеграммине сӗтел хӗррине хучӗ. Анчах, ӗҫре пӑхсан, курӑнчӗ, — скептиксем кунта та шутра йӑнӑшрӗҫ. Илтетӗн-и эсӗ?.. — Пӑх-ха, вӑл мӗнле сӑвӑ ӑсти, — тенӗ те Васили Андрейч, лашине тилхепепе карт туртнӑ. Ҫавӑнтах сӑмси айне пӗр кӗленче нашатырь спирчӗ чыш ӑна. Халь тулӑ выратпӑр-ха. — Паян мӗн? Ҫӑхан Ура ӑна ярса тытнӑ, кунпа пӗрлех вӑл хӑйӗн кӑлтӑрпине те аллине илсе сикме тата ташлама тытӑннӑ. Такам мана алӑран тытрӗ те шӑппӑн ыйтрӗ: «Кам алли ку?» Унӑн чӗри хӗрӳленсе кайрӗ, ӑшӗнче темле савӑнӑҫлӑ туйӑм вӗресе тӑчӗ. Марья Николаевна ун ҫине пӑхса пӳрнипе сӗтеле шаккаса илчӗ. Кирек епле пулсан та эпӗ вӑл Бразилире пурӑннине пӗлетӗп. «Ку вӗт, ара, — Мануйлиха, Ирин тухатмӑшӗ», — карчӑка тимлӗнреххӗн пӑхнӑ хыҫҫӑн вӗҫсе илчӗ ман пуҫра. Арӑмран хӑтӑласса вара е вӑл вилнипе, е хамах уйрӑлса хӑтӑлнӑ… Мӗнле майпа уйрӑласси ҫинчен шухӑшлатӑп. — Кунта теттесем тума аван тӑм нумай. — Эпир ыран тин ишсе каятпӑр, — терӗ вӑл. Анчах унӑн тата хаклӑ йышши сехет пур. Старикӗ кооперативра ӗҫлет; кӗҫӗн хӗрӗ — Тая хура ӗҫе ҫӳрет, аслӑ хӗрӗ, ӗлӗксенче машинистка пулнӑскер, хӑйӗн ӗҫке ернӗ хулиганла упӑшкинчен уйрӑлнӑ та, халь ӗҫсӗр ларать. Кӑнтӑрла вӑл килтех, ывӑлне пӑхать тата ытти вак-тӗвек ӗҫсенче амӑшне пулӑшать. Вӑл кӑмӑлсӑр. Ӑна тӗрӗслесе пӑхас пулать. — Ҫапла, каярах… Мӗне кирлӗ тата кунта урапа? Эсир айлӑма анса ман патӑмарах ҫывхартӑр та эпӗ сире палласа та илтӗм. Ҫав пуянлӑх йӑлтах Шувалов граф аллинче тӑнӑччӗ, ӑна лайӑх хуралламастчӗҫ; Ҫӑвар ман йӑлтах типнӗ, пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх кашни минутрах анаслаттарас та карӑнтарас килтерекен темле ӳркевлӗ ӗшенчӗк пӗр вӗҫӗмсӗр сӑрласа тӑрать. Килте Иван — дворник, Секлетея — ватӑ хӗр, кухарка тата горничнӑй хӗр, вӗсемсӗр пуҫне — ҫуйӑн пулӑ пек пуклак сӑмсаллӑ лапсӑркка хура йытӑ. Том хӑй те сисмесӗрех урин пуҫ пӳрнипе хӑйӑр ҫинче «Бекки» тесе ҫырчӗ. Эп сирӗнтен пурсӑртан та ыйтатӑп: мӗнле ҫынсем вара эпир? Халь те суранӗсем пирки асапланаканскер, анчах чирленӗ хыҫҫӑн чылай тӗрекленнӗскер, вӑл ӗнтӗ кил таврашӗнче уткаласа ҫӳреме пултарнӑ. Щукарьӑн ҫурма ишӗлчӗк пӳрчӗ умӗпе иртсе ҫӳрекенсем ҫакна асӑрхаҫҫӗ: анкартинче, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче, мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ курӑнса каять, пӗр хускалмасӑр куҫ умӗнче тӑрать; унтан, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинчен сасартӑках мучи хӑй те сиксе тухать, тӑкӑрлӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пӳрчӗ патнелле лакӑштатса утать. Ӑна хирӗҫ никам та тавӑрмарӗ. Карчӑка пурте хисепленӗ пулин те, ун ҫине никамах та ҫавӑрӑнса пӑхманнине Базаровпа Аркадий часах тавҫӑрса илчӗҫ. — Ну, — терӗм эпӗ, — хӑван ӗмӗрӳнте нумай курнӑ эсӗ Кузьма! Вӗсем, пӗр-пӗрне ҫавӑтса, йывӑррӑн утаҫҫӗ; унтан карта патне ҫывхараҫҫӗ те малалла ӳпӗнеҫҫӗ, чӗркуҫленсе лараҫҫӗ, нумайччен хурланса йӗреҫҫӗ, нимӗскер чӗнмен чул ҫине нумайччен пӑхаҫҫӗ, унӑн айӗнче вӗсен ывӑлӗ выртать; кӗске сӑмахсемпе пӑшӑлтатса илеҫҫӗ те, чул ҫинчи тусана шӑлса тасатаҫҫӗ, чӑрӑш туратне тӳрлетеҫҫӗ, унтан каллех кӗлтӑваҫҫӗ; ҫак вырӑна ниепле пӑрахса каяймаҫҫӗ, ҫакӑнтан вӗсене ывӑлӗ патне, ывӑлӗ ҫинчен аса илесси патне ҫывӑхрах пек туйӑнать… Ҫынсем стенасем ҫумӗнче тӑраҫҫӗ, хӑшпӗрисем сӗтелсем ҫине хӑпара-хӑпара ларнӑ, теприсем кухньӑна та кӗрсе тӑнӑ. — Мана каҫар, — терӗ асли. Ҫак улшӑну мӗне пӗлтернӗ-ха? Ял вырӑнӗнчи кӑмака мӑрьисем касса пӗтернӗ вӑрман тункатисем евӗрлӗ лараҫҫӗ, вӗсен хушшинче пӗччен пусӑ тараси пӗр килӗшӳсӗррӗн пӗлӗтелле кармашса тӑрать, унӑн тимӗр кӑшӑлпа тыттарнӑ пӑнтӑхнӑ йывӑҫ витри, тутӑхнӑ сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑраканскер, ҫил ҫинче силленкелет. — Мисс Арабеллӑна качча илме тивӗҫлӗ мар эпӗ, — тет татах географ. Ҫавӑнпа пӗрлех тата ку вӑрманӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, ҫывӑхрах хӑрушӑ йӳҫлӗхсемпе йывӑҫсен айӗнчи кӳленчӗк шывсем пур, унтах темле пысӑк та тискер чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ, текен хыпар сарӑлчӗ; ҫав чӑтлӑхсенче, усал сывлӑш пек, пӑс чӗтренсе тӑрать, халиччен нихҫан курман ҫӗленсем чашкӑраҫҫӗ, куҫа курӑнман сасӑсем: «Ан кил!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ, темле тискер тӗмсем кӗперен ярса илеҫҫӗ те вӗҫертсе ямаҫҫӗ имӗш. Вӑл ӑна ыранхи шырав паянхинчен телейлӗрех пуласса шантарчӗ, вара ыран хӗвел тухиччен канма пурте ҫӗр хӑвӑлне кӗчӗҫ. Анчах Том, каҫ пулнӑ пулсан та, Негоро халь те таврӑнманнине асӑрхарӗ. Эсӗр ӗнтӗ унпа ҫителӗклӗ вылярӑр, ан пӗтерӗрех унӑн пуҫне ахалех», — тенӗ. — Николай Антоныч! Ун пек пулас пулсан вӑл: «Мӗнпур ачасен, ҫав шутрах ман ачасен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ те ҫынсен аллинче мар, турӑ аллинчӗ», тесе шутланӑ пулӗччӗ, вара: ачасем чирлессипе вилесси манӑн алӑраччӗ, анчах эпӗ вӗсене упраймарӑм, тесе асапланман та пулӗччӗ. Тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ, вӑхӑт та чылай иртрӗ, вӑл ҫаплах ҫук та ҫук. Солоха хӑйӗн самӑр кӗлеткеллӗ хӑнине ӑҫта пытарасси ҫинчен чылайччен шухӑшларӗ; юлашкинчен вӑл кӑмрӑк тултарса хунӑ чи пысӑк михӗ суйласа илчӗ; кӑмрӑкне каткана пушатрӗ, пысӑк кӗлеткеллӗ голова вара, пуҫӗ-уссийӗ, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ-мӗнӗпех миххе кӗрсе ларчӗ. Хӑш-пӗр чух ҫапла тӑваҫҫӗ, хӑш-пӗр чух урӑхла. Ҫавнашкал япӑх пулса ан кайтӑр тесе, эпӗ леш пӗрремӗш мӑшӑрти ҫамрӑк ҫын питӗ илемлӗ тунӑ ҫаврӑма тӑвас шутпа кӑштах чарӑнтӑм. Степан ик-виҫ сӑмахпа ӗҫ мӗнле пулни ҫинчен каласа пачӗ. — Пирӗн ӗҫ кунпах пӗтме пултараймасть, — терӗм эпӗ ӑна. Эпир Оперовпа пӗр-пӗрне пуҫ тайма пӑрахманччӗ-ха, вӑл манпа ҫав-ҫавах сивлек калаҫрӗ пулин те, хам маларахах каланӑ пек, мана хӑйӗн тетрачӗсене сӗнчӗ, ҫав тетрадьсем тӑрӑх хӑйпе тата урӑх студентсемпе пӗрле хатӗрленме чӗнчӗ. Тӗрексен пӗр лагерӗнче, черногори чиккинче, фельдшерта тӑнӑ чух, тӗрӗксен йӑлипе чӗлхине пит ӑста вӗренсе ҫитнӗ; каҫсерен эрех сыпкалать, онбашипе те пӗр чӗлхере, ҫӗрле вара, онбашие канӑҫ парас мар тесе, кӑмака мӑрйинчен пӑшал перет; ҫавсенчен пуҫне тата вӑл упана вӗрентет. Хута сӗтел ҫине сарса хутӑм. — Ҫук, эпир кансӗрлетпӗр апла. — Япалисем ҫапах та — пирӗн вӗт? Унтан анне бар ӑшӗнчен ҫурта илсе пычӗ те, алӑран алла тытса пӗрлехи пӳлӗме кӗтӗмӗр. Пирӗн, Олеҫҫӑпа иксӗмӗрӗн, пӗр-пӗринпе сӑмахсӑрах калаҫса татӑлнӑ тейӗн, эпӗ киле кайнӑ чух, вӑл мана Ирин шляхӗ патне ҫити ӑсатса ярасси йӑлана кӗрсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Ну, кӳр кунта! Хӑвӑртрах! Утрав пуҫлӑхӗ пурӑнакан ҫурт хапхин икӗ енӗпе те питех авалхи пек тумланса хӗҫпӑшалланнӑ хурал тӑрать. Доксен ҫывӑхӗнче темӗн ҫунма тытӑнчӗ, шыв ҫине хӗлхем ӳкрӗ. Кӗпер ҫине лӑках халӑх пырса тулнӑ. Тӑван мар атте вилӗм батальонне ҫырӑннӑ. Пуҫ тавҫӑрса илеймен япалана юмах ҫавӑн пек ӑнлантарса парать. Вазуза урлӑ каҫнӑ ҫӗре, куратӑр пулӗ, икӗ аслӑ ҫул пырса тухать. Сухалу кӗҫӗтет-им? — Курӑнас килмест манӑн, — терӗ вӑл, — атту халех килсе тулаҫҫӗ. — Ах, ӑнланмастӑр! Часах, пӗр ҫаврӑм ыйӑх ҫывӑрса иличченех, ӑна шакканӑ сасӑ вӑратрӗ. — Пурӑнсан курӑпӑр-ха, — терӗ те профессор вара, вулканран пулнӑ утрава хӑйӗн тӑванӗн ывӑлӗ ятне парса, малалла ишсе кайма паллӑ турӗ. Тепӗр тесен, никамах та ҫӑмӑл марччӗ: офицерсене те, салтаксене те. Хӑвна ӗҫ тупаймастӑн-им? Эпӗ одеялпа чӑрканса, урасене пуҫтарса, чиркӳ еннелле пӑхса тупӑк ҫинче ларатӑп, эпӗ тапрансан, тупӑк кӑчӑртаттарать, ун айӗнче хӑйӑр ҫӑтӑртатать. Унӑн кайри ури чӗрнисем ҫыранран хӑпса кӑна кайнӑччӗ, малти урисем ҫинче вӑл аран ҫакӑнса тӑма ӗлкӗрчӗ. Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн те тупӑнмарӗ. Унтан вӑл тухтӑр пӗр чир ҫинчен каласа кӑтартнине аса илех кайрӗ: ку чир вара пӗр ҫынна икӗ е виҫӗ эрнелӗхе вырӑн ҫине вырттарнӑ, тет, тата пӳрнесӗр те тӑратса хӑварма пултарнӑ, тет. Вӗсен вӑрттӑнлӑхне пӗлес шутпа фортепьяно хыҫӗпе йӑпшӑнса пытӑм та ҫакна куртӑм: Катя, батист тутӑра ик вӗҫӗнчен чаршав пек тытса Сережӑпа Соня пуҫӗсене хупӑрласа тӑрать. — Эсир пӑхмасӑр калама вӗренни тӑрӑх ҫеҫ ответлесшӗн иккен, — аван! — А эсӗ? — Сӑмах майӑн, — терӗ вӑл Паганеле, — эсир шыв юппинчен аякра мар темӗнле ял пурри ҫинчен каланӑччӗ пулас-ха? Курпун тӗлӗшӗнчен-и? Эпир, Володьӑпа иксӗмӗр, пӗр-пӗрне юрататпӑр пулин те, ҫак юлашки сӑлтав пире питӗ вӑйлӑ пистерчӗ. Ҫумӑрпа тата вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑмпа нӳрелнӗ турпассем тивсе каймаҫҫӗ, хӗрарӑмӑн мекӗрленнипе хӗрелнӗ пичӗ ҫинелле тӗтӗм явӑна-явӑна хӑпарать, лапкан-лапкан сӑрӑ кӗл вӗҫет. Йӑмӑкпа анне хушшинчи пек йӑхран йӑха куҫса пыракан пӗрпеклӗхе эпӗ урӑх нихҫан та никамра та курман. — Эсӗ?.. качча тухнӑ?.. — аран-аран каласа хучӗ Анна Васильевна. — Эп унтан ыйтса та тӑмастӑп. Каялла килнӗ чух вӗсем пуҫсӑр юланут ҫинчен ҫеҫ калаҫнӑ. Ҫав тери сехри хӑпнипе, мексиканец-мустангерсем ҫав тӗнчере курман явлени ӑҫтан пулнине ниепле те ӑнлантарса парайман. Иккӗлле шухӑшсем вӗсен туллиех пулнӑ, ҫапла вӗсем сеттльмент хӗрринче пӗр-пӗринпе сывпуллашса уйӑрӑлнӑ та хӑйсен килӗсене саланнӑ. Кунтан инҫе мар. Утравӑн ку пайӗнче ӗмӗр ешӗл тӑракан юмансем ытла ҫӑра ӳсмеҫҫӗ, вӗсем тӗме пек те мар, вӑрманти ахаль йывӑҫсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Вӗсем палуба ҫине хӑпарчӗҫ. Ку — илемлӗ ӗмӗт евӗр, историлле иртнӗ тапхӑр ҫинчен курнӑ тӗлӗкӗн сыпӑкӗ евӗр украинецӑн асаилӗвӗнче самантлӑха курӑнса кайса, самантрах куҫран ҫухалакан картинӑсенчен пӗрийӗ кӑна. — Турра шӗкӗр. Маша, эпӗ Китая каятӑп, пӑхатӑп унта — мӗнле те епле, мӗскер?..» Малтан хӗрарӑмсем унтан кулатчӗҫ: — Пӑхӑр-ха, мӗнле ирӗлет курпунӗ, ай турӑ! — тесе кӑшкӑратчӗҫ пӗрне-пӗри. Мӗне пӗлтерет-ха «Арктика сивви килсе кӗнӗ» тени? Ӗнер вӑл, сестрана плащ-палаткӑпа витнӗ чухне, хӗрлӗ хӗреслӗ брезент сумка ҫӗрте выртнине асӑрханнӑччӗ. Мирон халь тӑтӑшах ҫапла каларӗ: рабочисем хӑйсен пурнӑҫне аван, татасшӑн пулнипе мар, вӗсене аякран тӳсме ҫук киревсӗр, ӑссӑр шухӑш парса тӑнипе пӑлханаҫҫӗ: вӗсен банксене, фабрикӑсене, ҫӗршывӑн пӗтӗм хуҫалӑхне хӑйсен аллине илмелле имӗш. Джон Мангльс хытӑ ӗненет, экспедици Грант капитана шыраса тупатех, тет. — Ваше превосходительство, ним тума та ҫук, каялла вӗҫтерер! — терӗ полковник. Ҫыран хӗрринче пурӑнакансем ҫур ҫӗр иртсен ҫывӑрма выртаҫҫӗ, пӗр-ик сехет хушши вара пӑч-тӗттӗм пулса тӑрать — пӗр кантӑкра та ҫутӑ ҫук. Хӑйӗн шӑллӗ, шӑллӗн ывӑлӗ тата вӗсен таврашӗнчи тӗрлӗ ҫынсем кӑшкӑрашни базарти цыгансем пек аллисемпе сулкалани, ӑна, ӗҫри аслӑ ҫынна, асӑрхамасӑрах тавлашни кӳрентернӗ. Хӑранӑ кролик тӗм айӗнчен сиксе тухса юр ҫийӗпе вӗҫтернӗ. Вӑл службӑра тӑма пӑрахмасть, ҫапла хӑйӗн хисепе тухас кӑмӑлне питӗ хӑвӑрт пурнӑҫлать те унӑн ку тӗлӗшпе ӗмӗтленмелли нимӗн те юлмасть. Хушӑран вӗсем татӑлса ӳкекен грушӑ патне ушкӑнӗпех чупса пыраҫҫӗ, ҫавна пӗр-пӗринчен туртса илесшӗн тӗрмӗшеҫҫӗ, унтан хӗрелсе кайса чиркӗве кӗреҫҫӗ те ытла йӑвашланса сӑхсӑхаҫҫӗ. — Малтанхи улпут патӗнче, Афанасий Нефедыч патӗнче, Сергей Сергеичӑн ӗмпӗчӗшӗ патӗнче. Никам та хирӗҫ чӗнмерӗ. — Ах, савнӑ улӑпӑм! — терӗ креолка, савӑнӑҫлӑн ӳпкелесе. Эпӗ Снеффельсӑн кӑкӑрӗ енчи конусӗ тӑрринче пӗтӗм утравӑн ҫуррине ытла пӑхса илме пултаратӑп. Анчах иккӗмӗш талӑк вӗҫӗнче каҫхи апата ларсан, нумайччен никам пӗр сӑмах чӗнмен хыҫҫӑн, Яков Лукич сӑмах хушрӗ. «Ку вӑхӑта ҫакӑнта, ҫуллахи лаҫра, пурӑнса ирттерӗпӗр», — терӗ вӑл. Ыттисем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, ҫыран хӗрринелле вырнаҫма тытӑнчӗҫ. Пурте канма хатӗрленеҫҫӗ. Пристаньри ушкӑн ҫине тинкеререх пӑхсан, вӑл сӑнран улшӑнса кайнӑ та:— Тем тесен те, хреснатте… — тесе, шӑппӑн хушса хунӑ. Ӑҫта вӑл вӑйӗ? Эсӗ хӑвна ху элеклесе кӑтартнӑ. Кӑна пӗлнӗ пулсан, Титоках ман пуҫӑма чӳлмек пек ватса пӑрахнӑ пултӑрччӗ, вара кӗрӗк те тӗрӗс-тӗкелех юлатчӗ. Кишпа амӑшӗ ҫӗнӗ ҫурта пурӑнма куҫнӑ, Айкига кунта тинех вара, хӑй упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн, канлӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ. Анчах — эсир вӑйлипе мар… хам вӑйсӑррипе… ҫапла! Кашни юланутҫӑ лайӑх моряк пулма пултараймасть пулсан, моряксен пурин те чаплӑ кавалерист пулма пултару ҫитет. Ун пек тума килӗшекенсем сахал та мар. Политикӑпа кӑмӑл-шухӑш еккине ярас вырӑна ҫирӗп пӑркӑчласа питӗрнӗ чух, ҫынсем хушӑран пӗр-пӗринпе сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫӗткеленсе те питлешсе халтан каяҫҫӗ, ҫавсене манса йӑпанас тесе вара кулленхи пурнӑҫра вак-тӗвек ырлӑх пекки шыранипех ҫырлахаҫҫӗ. Ҫакӑнтанах станица хӑйӗн чи лайӑх ҫамрӑкӗсене Суворов патӗнчи Кубански корпуса, ногайсене хирӗҫ ҫапӑҫма, унтан Хрулев патне — Севастополе, Скобелев патне — Плевнӑна ӑсатнӑ. Илемлӗ пике-хӗр Кирила Петрович хӑнисем умне сайра-хутра кӑна тухкаланӑ. — Шӑп хӑех. Ӑна начарах мар характеристика пачӗҫ те, вӑл кайрӗ. Королевствӑн тӗп хули Лорбрульгруд тавра икӗ пин милярен кая мар. Вӑл тахҫантанпах ҫывӑрман. Ӑна урайне вырттарчӗҫ, пуҫӗ айне хулӑн Библи хучӗҫ, теприне, уҫса, кӑкӑрӗ ҫине хучӗҫ; малтан кӗпи тӳмисене вӗҫертрӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ пӗр пули ӑҫта лекнине куртӑм. Вырӑс дворянне качча тухсан, унӑн хӗрӗ хӑй те дворянка пулса тӑрассине илтсен, Леноре фрау кӑштах хавасланса кайрӗ. Корытов ҫырнӑ тӑрӑх, эсир рейсовӑй карточкӑна та илмен иккен хӑвӑрпа пӗрле. Анчах палуба ҫинчи йытӑ, ҫынсене тем пӗлтересшӗн пулнӑ пек, пӗр чарӑнмасӑр вӗрчӗ. Унӑн боевой пахалӑхӗсем паян Алексей пурнӑҫне виҫӗ хут ҫӑлчӗҫ. Ӑна ҫапла куҫарма пулать: Ҫӳлти государствӑри ваше величество хӗвелтен вунпӗр уйӑх ҫурӑ ытларах пурӑнтӑр! Эпӗ пырса кӗнӗ тӗле пурте сӗтел тавра ларнӑ. Вӗсен умне пӗр бутылка Испани эрехне тата пӗр турилке иҫӗм ҫырли лартнӑ.. Доктор парикне чӗркуҫҫи ҫине хунӑ та чӗлӗм туртать, пӗлетӗп эпӗ, ку доктор питӗ хумханнине пӗлтерет. Вӑл, хӑйне апла йышӑннӑран пулас, тӗлӗнчӗ пулмалла: эпир сасартӑк ун пичӗ-куҫӗ шуралса, пӑшӑрханса кайнине куртӑмӑр; вӑл темле пӗр вырӑнтах сӑтӑрӑнкаларӗ те пӑвӑннӑ сасӑпа шӑппӑн ыйтрӗ: — Ма вара эсир… темӗнскерле? — терӗ. Суккӑрсем чарӑнчӗҫ те ҫул хӗррине ретӗн йӗркеленсе тӑчӗҫ, йывӑҫ кӑстӑрчӑка ҫавӑрнӑ май каллех хӗлӗхсем сӑрлатма пуҫларӗҫ те ватӑ ҫын сасси тӑстарса юрласа ячӗ: — Суккӑрсе-ене па-амӑр-ши… — йывӑҫ кӑстӑрчӑк сӑрлатни ҫумне ҫамрӑкӑн алли айӗнчи хӗлӗхсен лӑпкӑ янравӗ хутшӑнчӗ. — «О, хӑть вилсе выртасчӗ ҫанӑн!» — кӑшкӑратӑп эпӗ. — Э, юрӗ-ҫке! — терӗ Костя татӑклӑн. Турӑ пулӑштӑр!» По переду ДорошенкоВеде свое вiйсько, вiйсько запорожське,Хорошенько. Чӑннипе каласассӑн, чӗре шӑписем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑчӗ те ҫук, мӗншӗн тесен унӑн ӗҫӗ питӗ ӑнса пыма пуҫларӗ. Мӗнле билет кирлӗ сана? Унӑн хулӑн никӗслӗ, ҫӳлелле шӗвӗрленсе хӑпаракан башнисем шыв ҫийӗн ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Анчах ҫакна ӑнланма йывӑрах та пулман. Ҫунатпӑр! Ҫанталӑк та ҫавах. Сид ӑна:— Том! Хӑй шикленни эгоистла вак-тӗвек пулнине вӑл кӑштах ӑнланнӑ, анчах ӑшне ҫунтаракан тӗрлӗ шухӑшсенчен унра ҫавах примитивлӑ, кайӑкла туйӑмӗсем ҫиеле тухрӗҫ. — Итле-ха, Корчагин, — терӗ вӑл шӑппӑн. — Калаҫу хамӑр хушӑрта пултӑр. Вара чӑнах та ҫак калаҫу хыҫҫӑн икӗ кунтан Карл Иваныч хӑйӗн вырӑнне шукӑль ҫынна — ҫамрӑк француза пачӗ. Ӳссе ҫитсен, ашшӗне пулӑшма тытӑнать. Мӗншӗн Птолемей вӗрентни пуп таврашӗсене килӗшнӗ? — Ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, — терӗ Анна Васильевна, мӑйне малалла тӑсса. Маншӑн хамӑн ывӑлсем юн тӑкаҫҫӗ. Ҫӑрттан мучи хыттӑн та вӑраххӑн вӑрҫса илчӗ. — Ку ман ӗҫ. Кам-тӑр, уйрӑлу юратушӑн ҫил вутшӑн пулнӑ пекех тесе, ахальтенех каламан пулас ҫав: пӗчӗк юратӑва вӑл сӳнтерет, пысӑккине тата вӑйлӑнрах вӗрсе хӑпартать. — Мӗнле каларӑн ҫак эсӗ? Вӑт ҫапла. — Санӑн хӑвӑн, урнӑ йыттӑнни майлах, ҫӑварӑнтан кӑпӑк пӑчӑртатса тухать авӑ! Малалла тӑснӑ аллинче вут тивертнӗ ҫӗтӗкне сулласа урам урлӑ каҫнӑ чухне вӑл Марьянкӑна хирӗҫ пулчӗ, лешӗ ӑна пуҫ тайрӗ. Вӑл американски лашан таканланӑ чӗрне йӗрӗсемччӗ, вӑл лашан тӑватӑ таканӗнчен пӗри хуҫӑкчӗ. «Мӗншӗн-ха вӑл манран эпӗ те, хӑй пекех, сасартӑк мӗнле сӑлтавпа тухса кайни ҫинчен ыйтмасть?» — шухӑшларӗ Аркадий. Африкӑн шалти пайӗсене вӑл вӑхӑтра тӗпчеменпе пӗрех. Юри тумастчӗ те пулӗ. Вӑл хӑйӗн аппӑшӗ патӗнче, сахӑр завочӗн вице-директорӗн арӑмӗ патӗнче пурӑнать. Монтанелли ҫав тери ҫывӑхран иртсе кайрӗ — унӑн шупка кӑвак мантийӗ Пӑван питне сӗртӗнчӗ пулсан та, вӑл ӑна кураймарӗ. Ултӑ сехетре профессор тухса кайма хушрӗ. — Мӗншӗн тесен выртакана хӗнемеҫҫӗ. Анчах Николай ним чӗнмесӗр ларчӗ, хохол унтан мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, вӑл кӗскен, палӑрмаллах сӳрӗккӗн тавӑрса каларӗ. Эпӗ леш аллӑ тенкӗ панипе те ҫитӗ тесе шутлатӑп. Манӑн пуҫа тӗлӗнмелле шухӑш пырса кӗчӗ: иккӗмӗш хут ӗнтӗ Пугачев патне илсе ҫитернӗ шӑпа манӑн ӗмӗте тултарма сӑлтав панӑн туйӑнчӗ. Хӑш чух ҫак тытӑҫусенче пӗр-пӗрне йывӑр амантни те, сайра хутра вӗлерни те пулкалать. Анчах эпӗ юланутпа ҫӳреме лайӑх пӗлетӗп вӗт-ха, эпӗ ӑна ун пек тума парас ҫукчӗ. Манӑн савнӑ анне, — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк, аппӑшне мӑйӗнчен ыталаса илсе. Вӗсенчен иккӗшӗ поварсем пулнӑ пулас, ыттисем — вырӑнти офицерсен денщикӗсем. Мӗн тата? Мустангер тарҫи ку. Лешӗ нимӗн сиктермесӗр тинкерсе пӑхни Павкӑна кӑшт ҫӳҫентерсе илчӗ. Столовӑйра тӑп-туллиех дворовӑйсем тӑраҫҫӗ, вӗсем тупӑка ҫӗклесе тухма хатӗрленеҫҫӗ. «Ну, ывӑлсем, ҫитет ҫывӑрса! Паллах ҫартан таврӑнса вӑл йӑнӑш турӗ. Унтан каллех пуҫланать! Суда парӑр!.. — Шел! — Ку пӗтӗмпех платье айне тӑхӑнакан хӑйне евӗр фижмӑсенчен килет. Пӗрремӗш хутӗнче, сирӗн отряд ҫывхарса пынӑ чухне. Вут чупса кайрӗ ман юн тымарӗсем тӑрӑх, пуҫӑм ҫаврӑнма тапратрӗ. Хаттӑ пуш-пушахчӗ. Флинт мӗн вӑй ҫитнӗ таран юрларӗ, юрри вара вилес умӗн харӑлтатнипе хутшӑнса каятчӗ, — терӗ вӑл. — Унта ан кайӑр. Унтан вара? Гальмало халӗ аякра ӗнтӗ, нимӗн те чарӑнса тӑмалли ҫук. Ҫурӑлкаласа кайнӑ ҫӳллӗ кресло ҫинче, трон ҫинчи пекех, ларакан учитель ачасем шавланипе ыйхӑласа, канлӗн тӗлӗрсе ларатчӗ. Акӑ вӑл, шухӑшларӑм эпӗ, — юрату, акӑ — чӑн-чӑн вут-ҫулӑмлӑ туйӑм, акӑ — чӗререн парӑнни. Мана Лушин калани аса килчӗ: «Хӑш-пӗр ҫынсемшӗн хӑйсене хӑйсем шеллемесӗр пӗтересси — ыра ӗҫ пулас». Паян пирӗн парти пухӑвне пӗтӗм колхоз килнӗ, ҫавӑнпа эпир, коммунистсем, пӗр-пӗринпе канашласа пӑхрӑмӑр та сире ҫакӑн пек сӗнӳ парас терӗмӗр: пирӗн заводсенче тахҫанах ача сачӗсемпе яслисем тунӑ, вӗсенче кашни кунах, иртен пуҫласа каҫчен, пӗчӗк ачасене опытлӑ нянькӑсемпе воспитательницӑсем пӑхаҫҫӗ, ку, юлташсем, факт! — Чӗлхӳ ҫепӗҫех мар санӑн, Кассий! — Мӗншӗн тесен эсир лайӑх хӗр, аристократка мар… урӑх ним те ҫук… — Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек хӗҫпӑшаллантӑр? Том ҫиҫӗмсирен тӑрӑх разведкӑна анса килчӗ, хыҫалти алӑк умӗнче негр ҫывӑрнине курсан, вӑл ҫырава унӑн ӗнси хыҫне чиксе хӑварнӑ. Унсӑрӑн — оргвыводсем. Давыдов тухрӗ, хут татӑкне уҫса пӑхрӗ. Ӑнланатӑр-и, хӑвӑр йыт-тӑра, йыттӑра… Пропеллерсем улаҫҫӗ, пӑрӑнӑҫсенче тата ҫӗкленӳсенче пиҫӗ ҫунатсем кӑчӑртаттараҫҫӗ те куҫаҫҫӗ, вертикаль винтсем шавлаҫҫӗ. Карл Иваныч мана халь хам каласа кӑтартакан вӑхӑтра (эпӗ вунтӑваттӑра чухне) тивертсе илсен те эпӗ вӑл ҫапнине лӑпкӑн тӳссе ирттернӗ пулӑттӑм. — Но, но! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Ерофей Кузьмич. Пилӗк минута та иртмерӗ, эпӗ ҫапӑнса йӗнер ҫинчен вӑркӑнса юлтӑм та ҫавӑнтах тӑна ҫухатрӑм. — Пӗрне салтака паратӑн пулӗ? — ыйтрӗ Баймаков. — Ах, паллаштарӑр ӗнтӗ мана хӑвӑрӑн ҫамрӑк ҫыннӑрсемпе, — терӗ вӑл пирӗн ҫине саламлӑн кулкаласа пӑхса. Катюшка валли ку истори хӗлӗпех калама та ҫитӗччӗ. — Хӑв эсӗ, ватӑ ҫын пулсан та, суя чӑпти пекех суятӑн вара! Ҫак йӑваш чӑлах ҫын ҫиллессӗн, тарӑхса кайнӑ пекех калаҫнине илтни тӗлӗнтерчӗ, — ун пекки унӑн нихҫан та пулман. — Мана сӗт сутаканни, Маша инке кирлӗччӗ. Ҫырусем ӑна тӗрлӗ ӗҫсемпе, чӑрмавсемпе, хӑрушлӑхсемпе тулнӑ пурнӑҫ ҫинчен, хӑй патнелле илӗртекен инҫетри пурнӑҫ ҫинчен каласа панӑ. Анчах та вӑл пурнӑҫ уншӑн халӗ яланлӑхах, нихҫан таврӑнми ҫухалчӗ. Алексей тӑван полкри ҫӗнӗ хыпарсене те, хӑй асӗнче юлнӑ вак-тӗвек ӗҫсене те кӑмӑллӑн йышӑнчӗ. — Кӗҫӗн Бесхлебнов, эпӗ тата Кондрат Майданников. Давыдов заявленисене илчӗ те, хӑй хумханнине пытарма тӑрӑшса, ҫапла каларӗ: — Ку чӗре патне пымалли факт вӑл, Дубцов юлташпа Майданников, Бесхлебнов юлташсем, сирӗншӗн те, Шырланпуҫри партячейка членӗсемшӗн те пысӑк ӗҫ. Вӑл темӗн каласшӑн пулчӗ, анчах вӑл, алӑкран тухнӑ май, аллипе кӑна сулчӗ. Вӑл Санина курсан тӳрленсе тӑчӗ те ӑна хаваслӑн сывлӑх сунчӗ, анчах пӑртак аптраса ӳкрӗ. Игнат ку тӗлте, вӑлча сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкне ҫӑварӗ патне ҫитернӗскер, ачин сӑмахне пула, тапах ҫиме чарӑннӑ; вӑл Фоман усӑннӑ пуҫӗ ҫине ыйтуллӑн пӑхса илнӗ. Унтан:— Эсӗ леш — Ефимка пирки-и? — тесе ыйтнӑ. Вӑл, лаши пуҫӗ урлӑ ыткӑнса, ҫӗр ҫине йывӑррӑн ҫапӑнса ӳкрӗ. Эпӗ, пӗр калаҫмасӑр тӑрасран, хама ҫав кӗнеке пит сахал интереслентернӗ пулин те, кӗнекере мӗн ҫинче каланине пӗлнӗ пек пулса:— Ку питех те тӗлӗнмелле кӗнекен ячӗ мӗнле? — тесе ыйтрӑм. Никам акмасӑрах ӳсекен курӑксене нихӑҫан та плуг тӗкӗнсе курман. Вӗсене вӑрманта ҫӳренӗ чухнехи пек пуҫ таранах пытанса ҫӳрекен утсем ҫеҫ тӗшӗрнӗ. Кун пек шухӑш нимӗнпе те ҫыхӑнмарӗ. Ик-виҫ минутран эпир ҫын тӗлне ҫитсе тӑтӑмӑр. Илтетӗр-и эсир? Ҫапла тума пулса сӑмах паратӑр-и? Тата темиҫе минутран, тен, ҫурт пӗтӗмпех йӑтӑнса анать. Тен, вӑл, карапа Африка ҫыранӗсем патне илсе пыма киревсӗр шухӑш тытса, ӑна пурнӑҫлама пултарнӑ ҫын? Тухтӑр куҫлӑхне ерипен ҫамки ҫине ҫӗклесе лартрӗ. Унта та кунта сасартӑк ҫулӑм сиксе илнӗ, унтан снаряд ҫурӑлнӑ сасӑ ахлатнӑ. Ҫапла майпа эпир вут хыпса сирпӗнтерекен пироксилин вӑйӗ гранит чулӗ ӑшӗнчен урӑх ҫӗрелле те сарӑлса ҫӗмӗрессинчен хӑтӑлма хатӗрленсе тӑтӑмӑр. Хӗрарӑм-тарҫӑ ҫавӑнтах шыв хӗрринелле анать, шывра сивӗтнӗ эрехне шур кӗленче алтӑрпа тултарса, сӗтел ҫине пырса лартать. Марко бай ачисене уҫӑ кӑмӑллӑн эрех сӗнет. — Ӗҫӗр, ӗҫӗр, ашкӑнчӑксем! — тесе хистет. Ӗҫе пурте хутшӑннӑ. Усадьбӑри хӑрушӑ тӗлӗксем ӗмӗрлӗхех манӑҫа юлнӑ, тейӗн. Халӗ пӑхар-ха, мӗн илсе килнӗ вӗсем пирӗн валли… Хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, Половцев буркӑна туртса ҫыхнӑ шурӑ чӗнсене васкаса салтрӗ, буркӑна сирчӗ те алӑ пулемечӗн салатнӑ пайӗсене, ҫуланнӑ михӗпе чӗркенӗ тӑватӑ тӗксӗм ҫутӑ диск кӑларса хучӗ. Унтан ӑшшӑн кулса илчӗ те, тухса кайрӗ, Пушкина та илсех кайрӗ. Вӑл мана тӳрех ҫамкаран тӗллет… — Ох, — пӳлет ӑна Анна Васильевна, — ҫакӑн ҫинчен ан аса илтер мана. — Сывах-ха. — Ыран мар, тепӗр кунне ирхине каймалла. Таҫта инҫете вӗҫсе каяс килнине ача чухне кашниех туйса курнӑ, илемлӗ тӗлӗксенче тӗлленнӗ; унӑн чунӗнче ҫав туртӑм евӗр ҫуралнӑ тӗтреллӗ ӗмӗт-туйӑмсем те ҫавӑнтанах килнӗ ӗнтӗ. Ман пирки пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫ пулса ан тӑтӑр… Аслӑрах пулӑн — хӑвах ӑнланӑн… сан аҫу лайӑхрахчӗ. Софья патне Рыбин пырса шӑппӑн ыйтрӗ: — Ҫывӑрать-и? Рада вӗсене ыр кӑмӑллӑн пӑхса ӑшӑтать, ачашлӑн кулкаласа хавхалантарать, пӗтӗм чунне панӑ пулӗччӗ вӑл ҫак самантра ачасен чӗлхине. Мӗскершӗн ҫав ҫыран — телее е ҫулҫӳревҫӗсен инкекне-и? — халь те курӑнмасть вӗсен умӗнче? Лайӑх хуҫасем, нимӗн каламалли те ҫук. «Эсӗ Ромашовпа час-часах курнӑҫкалатӑн теҫҫӗ» тесе ыйтмасӑр аран чӑтса тӑтӑм. Вара, пӗр урипе картлашка ҫине пусса, йӑл кулса илсе, вӑл хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ: — Ҫемҫе вагонта-и? Ытла вӗриленсе ҫитнӗччӗ пулмалла эпӗ, мӗншӗн тесен урама тухсан хам сивӗпе чӗтресе ӳкнинчен тӗлӗнтӗм. — Капитан юлташ, сиртен манӑн историллӗ ыйтӑва пӗлес килет, — терӗм эпӗ. Мӗнле пит пысӑк ӗҫ турӗ-ха вара вӑл? Ниепле сӑмаха та тӑна илеймест… — ҫав хушӑрах Щукарь мучи, чееленсе, калаҫӑвне урӑх сӑмах ҫинелле куҫарса ячӗ. Паллах ӗнтӗ, Бенедикт пичче хӑйӗн коллекцине страхларӗ, укҫине те ҫийӗнчех тӳлерӗ. Ун шучӗпе, «Пилигрим» трюмӗнчи пӗтӗм пурлӑх ҫак коллекци хакне тӑмасть. — Эпӗ хам «чӗлхе» тупса килейместӗп пуль тетӗн-им эсӗ? — Эсир унта тырӑ миххисем ҫинех выртса ҫывӑртӑр пуль. Анчах, мӗн эсрелли ку! Ҫавӑн пек ылханлӑ та путсӗр кунсенчен пӗринче, ҫутӑлас умӗн, Воропаев юланутпа станицӑна пырса кӗчӗ; унта Опанас Иванович Цимбал, вырӑнти Мичурин, «асаттесен движенине» ертсе пынӑ. Мана пур енчен те вилӗм хупӑрласа тӑрать пулсан, эпӗ пур майсемпе те усӑ курма тӑрӑшатӑп. — Ҫапла ҫав, ватах та мар, анчах — аплах мар, — терӗ Яхно, хӑйӗн темле шухӑшне хирӗҫ ответлесе. Шепердсонсем те ҫапла турӗҫ. Шӑпах ҫакан пек пулма пултарать! Тӳре ту мана, тура, татса пар манӑн тавлашӑва… Самантлӑха вӑл хӑйӗн шухӑшӗсемпе лере, вӑрмансемпе кӳлӗсем хушшине пытаннӑ аэродрома вӗҫсе кайрӗ. Вӑл аэродрома лётчиксем унти ҫӗр пичӗ йӑшӑк пирки час-часах вӑрҫатчӗҫ, анчах Алексее вӑл халь пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи лайӑх вырӑн пек туйӑнчӗ. Мӗн-тӗр калатӑп эпӗ сана! Анчах тырӑ чип-чипер тӑнине, ӑна ҫуркуннеччен лайӑх пытарса хунине колхозниксем пурте пӗлсе тӑччӑр. Ҫӑра сухаллӑ темӗн пысӑкӑш ҫын, пир-авӑр фабрикин хуҫи Комолов ӑна кишӗр тӗслӗ пӳрнипе юнарӗ, анчах та хӑй ачашшӑн, вӑкӑрӑнни пек куҫӗсене чарса пӑрахса, тутисене чаплаттарса калаҫрӗ: — Ҫивӗч эсӗ, Олеша, чее, тилӗ! Муталарӑн эс мана… — Ермолай Иванович! — хаваслӑн кӑшкӑрчӗ Алексей. — Ӑмӑрту вӑл — ҫапла-и? — Тӗрӗс. Унтан, шухӑшсен юхӑмне урах ҫул-йӗрпе ярса, пуҫ миминче тахши ҫирӗп алӑпа рубильнике куҫарса лартнӑ пек, сасартӑках унӑн шухӑшӗ каллех Гремячий Лог хуторӗ ҫине куҫса ӳкет. — Унӑн преосвященстви сывлӑхлах мар пулас, — пӑшӑлтатса каларӗ пӗр каноник теприне: — вӑл паян пачах сӑнран кайнӑ. — Анчах та ку вӑл — пурнӑҫра чи кирли, — шухӑшлӑн каласа хучӗ Ромашов. — Ҫӗрӗпех утрӑм, — тет Петька. Сана карчӑку киле илсе кайрӗ вӗт-ха, мӗнле каллех кунта лекме пултарнӑ эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Пушар сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, тӳпе тӗксӗмленчӗ, ҫумӑр пуласси палӑрчӗ. Шкул штабӗн начальникӗ, лутра, питӗ самӑр, тулли питлӗ ҫын, ҫывӑрманнипе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе Алексей ҫине хаяррӑн: «Мӗнле шуйттан илсе килчӗ тата сана? Пурте халичченхисемех, анчах пурте пӗчӗкленнӗ, лутраланнӑ, хама хам вара ӳснӗ, йывӑрланнӑ, япӑхланнӑ пек туйрӑм; кил-ҫурт ҫапах мана, ҫакнашкал путсӗре, хӑйӗн ытамне савӑнсах йышӑнать; урай хӑмисем, чӳречесем, пусма картлашкисем, пур сас-хурапа хусканусем те ман куҫ умне таврӑнми иртнӗ телейлӗ кунсен пиншер сӑнарӗсене, туйӑмӗсене, ӗҫӗсене кӑларса тӑратаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ акӑ, ун ҫине пӑхнӑ май, ҫакӑ вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ иккенне ӑнланса илтӗм. Ну юрӗ, эппин, эпӗ ун патне пырӑп; анчах тӳрех калатӑп — эпӗ ӑна унта ӳсекен чи ҫӳллӗ йывӑҫ тӑрне хӑваласа улӑхтаратӑп! Парӑр мана хӗршӗн пӗр вунӑ тенкӗ, вара эп ывӑл ачасемпе сывлӑш ҫавӑрӑп»… — тесе хунӑ. Унтан мана хам пулӗмпе юнашарти коридорта такам асӑрхануллӑн та ҫине тӑрсах алӑк тыткӑчне пусса тӗртнӗ пек туйӑнса каять, кӑштахран вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех кӑтӑрса хускалса, пӗтӗм ҫурт тӑрӑх вирхӗнме пуҫлать, чӳрече хупписемпе алӑксене шан та шан шанлаттарать е, мӑрьене улӑхса, ҫав тери мӗскӗннн, кичеммӗн те тӑсмаккӑн улать, — сасси хӑйӗн пӗрре, ҫихӗрсе йынӑшнӑ чухнехи евӗр, ҫин-ҫинҫен ҫӗкленсе хӑпарать, тепре, калӑн, унта тискер кайӑк ихӗрет, тейӗн, хулӑннӑн мӗкӗрттерет. Вӑл, аллӑ тӑватӑ ҫула ҫитнӗ пулин те, пӗр пӗрчӗ кӑвакарман ҫӳҫлӗ, смала пек хура икӗ юплӗ сухаллӑ старик. Ставри пуп патне ҫитсен, ывӑлне ал вӗҫҫӗнех парса: «Пачӑшка, ҫак ашакӑн ҫылӑхне каҫарттар-ха!» — терӗ. Ромашов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те шурса-кӑвакарса кайрӗ. Ҫакна хам шутӑмпа кӑна чухласа илнӗ пулсан та, эпӗ ҫапах Ҫӗнӗ Голландин хӗвеланӑҫ ҫыранӗсем ҫине тухма ӗмӗтленсе хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытрӑм. Асӑннӑ ҫырансем ҫывӑхӗнче эпӗ хама валли пурӑнма юрӑхлӑ утрав тупма ӗмӗтлентӗм. Серёжа паян рабочисен кӑмӑлӗ лӑпкӑ маррине асӑрхаса илчӗ. Фотопленкӑна ӳкерсе илес ӗҫ йывӑрччӗ-ши, е экспедици докуменчӗсене вуласси йывӑрччӗ-ши, пӗлместӗп ӗнтӗ. Сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек пусӑ насусне уҫласа тӑракан йӗп-йӗпе Сима Симаков патне Тимур хыпӑнса пычӗ: — Колокольчикова курмарӑр-и эсир кунта? — ыйтрӗ вӑл. — Ку ача, шуйттан пуҫӗ, пире тустарса тӑкма шухӑшламасть пуль те? — терӗ кантӑк умне пырса тӑнӑ Разметнов, вара кулса ячӗ. Уйӑх ҫутинче вара, вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садалла тухакан чӳрече ҫине выртса пӑхкаламасӑр чӑтма пултараймастӑп эпӗ, Шапошников ҫурчӗн ҫуталнӑ ҫивиттийӗ, хамӑрӑн прихутри чиркӗвӗн чаплӑ тӑрри, хӳмепе тӗмӗн садри сукмак ҫине ӳкекен мӗлки ҫине тинкерсе вӑрах лармасӑр тӳсме манӑн хал ҫитмест, ҫавӑнпа кайран ирхине вунӑ сехетре кӑна аран-аран вӑранатӑп. Ӑна тимӗр сӑнчӑрпа йывӑҫ вулли ҫумне туртса ҫыхрӗҫ, козак пур енчен те курӑнмалла пултӑр тесе тата ҫӳлерех хӑпартрӗҫ те аллисене пӑтапа ҫапса лартрӗҫ, ҫавӑнтах йывӑҫ айне вут чӗртме тытӑнчӗҫ. Тен, ҫавӑнпа пурин ҫине те шӑл хӑйрать пулӗ. Марья Ивановна мана ытти чухнехинчен ытларах килӗшнӗ пек туйӑнчӗ. — Ҫапла, каятӑп! — хирӗҫлерӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн. Артамонов пӗлнӗ: Мирон хӑй ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсен шутне кӗме ӗмӗтленнӗ, унӑн ашшӗ Мирона кам та пулин патша думине кӗртме кандидата тӑраттарассишӗн тӑрӑшма Мускава та кайса килнӗ. Ӑна ӑнланса илме хӗн; ахаль те савӑнӑҫлӑ марскер, вӑл хӑш чухне эрнипех чӗлхесӗр пек, ним чӗнмесӗр ӗҫлет; хӑй паллакан ҫынсене тин ҫеҫ курнӑ майлӑ, вӑл пурин ҫине те тӗлӗннӗ пек, ют пек пӑхать. Халӑхӗ нумайрах — хаваслӑрах, мӗн китайла церемонисем пулччӑр унта!.. Малтан манӑн пемелеччӗ, анчах та, ҫилӗ ҫав тӗрлӗ капланса килнипе, эпӗ хам тӗл перессе питех шанмарӑм, хама кӑшт лӑпланма вӑхӑт пултӑр тесе, эпӗ малтан ӑна пӗртересшӗн пултӑм; ман тӑшман килӗшмерӗ. Фома хӗр ҫине ыйтуллӑн пӑха-пӑха илнӗ, анчах Люба ӑна асӑрхаман, — тирӗк-чашӑксем, бутылкӑсем ҫӗклесе, Фома ларакан алӑк патӗнченех хутлашнӑ пулсан та, хӗр ун енне ҫаврӑнса та пӑхман. Вараланса кайнӑ аялти юбкине урисем ҫинчен ҫӗрелле антарса кӗтесселле ывӑтрӗ, пӑртак лучӑрканнӑ, кӑпӑр-кӑпӑр тӑвакан платьине лайӑххӑн юсакаларӗ те тухса карӗ. Хуҫа ӑна, тутара, икӗ хут кайса ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемен мӗн, тата виҫҫӗмӗш хутӗнче те ҫур ҫулне тунӑ ӗнтӗ ҫав вӑхӑтрипе шутласан, пысӑк укҫа вӑл! — Эп… сире ҫилленместӗп… — тавӑрчӗ ача хуллен. — Ку hihil текен латин сӑмахӗнчен — «нимӗн те мар» тесе ӑнланатӑп эпӗ; апла пулсан, ку сӑмах вӑл… вӑл нимӗскере те йышӑнман ҫын тенине пӗлтерет пулӗ? Лешӗ, унпа килӗшсе, пуҫне сулчӗ. Вӗсем ҫинче вӑл генерал резолюцине ҫеҫ вуларӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑнтах, телефон трубкине хумасӑрах, генерал резолюцийӗ айне: «Виҫҫӗмӗш тренировочнӑй отряд. Наумов лейтенанта. Тыткӑнрисене акӑлчансен аллинчи хӑйсен ҫыннисемпе улӑштарас ҫуккине Гленарван аванах ӑнланать. Анчах ҫапах та майор вӗсем улӑштарма пултарасси ҫине пӑртак шанать-ха. — Эпӗ хам Воскресенскинчен!.. — Хаклӑ майор, сахаллипе ҫителӗклӗ пулма пӗлес пулать, — терӗ хирӗҫлесе Гленарван. — Широтана тӗрӗс пӗлни — начарах мар ӗнтӗ. — Ӑна тума хушман, — тетчӗ Сидоров. Майданников ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, хӗрӳ ача Иван Найденов Разметнов аллине тытса чӑмӑртарӗ те савӑннипе кӑшкӑрса ячӗ: — Маттур эс, Андрей пичче! Лешӗ ун ҫине ҫӗрле пӑхса выртнӑ, Валька ӑна тӳсме пултараймасть. Акӑ вӗсем пире палларӗҫ пулас, пит вӗрсех каймарӗҫ, ҫӗрле ҫын-мӗн иртнӗ чух ялти йыт-качка вӗрмесӗр пулмасть, паллах. Кам пӗлет. Салтак вара, офицер урисене йӗри-таврӑшпех хыттӑн ҫатӑрласа тытса та пичӗпе вӗсен ҫумне ҫыпӑҫса ларса, тӑвӑлса ҫитнӗ ӗсӗклӳпе чыхӑнса-пӳлӗнсе те хуҫлана-хуҫлана авкаланса, пӗтӗм кӗлеткипе сикме тапратрӗ. Маша алӑка сулӑмлӑн шалтлаттарса хупрӗ, — чӗри шанӑҫ пӗтнӗлле талтлатать. — Паллах… ҫук, Том. Кунта шыв пилӗк фут ҫӳллӗшӗнче тӑрать пулсан, тулта вӑл ун ҫӳллӗш кӑна пулнине пӗлтермест… тул енче вӑл ултӑ е ҫичӗ фут е ҫӳлерех те пулма пултарать. Ватӑлмалӑх кунӑмра вулатӑп, тӗрлӗ аслӑ пӗлӳсем илетӗп, ҫапах хама юсав тытатӑп, эс акӑ, сӳтӗле пуҫланӑ, хӑвна хӑв та астӑваймастӑн… Эпӗ унран мана хӑйпе пӗрле студентсен пӗр пухуне илсе кайма ыйтрӑм. «Пушанма» тытӑнатӑн та — каллех ҫав ӗҫе путатӑн, вуникӗ сехетсӗр киле тавӑрӑнма та ҫук. Эпӗ манма та ӗлкӗрнӗ акӑ. Проксима патне ҫитме ик-ҫӗр утмӑл пин астрономи единици, апла пулсан… сирӗн, юлташсем, вӑтӑр тӑхӑр миллионшар тенкӗ тӳлемелле! — Ӳсӗр… сан укҫупа ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ теместӗн-и тата, ирсӗр чунилли, тискер кайӑк эсӗ, тискер кайӑк, тискер кайӑк! — Апла пулсан, пуриншӗн те вӑл айӑплӑ. Анчах нимӗнле кимӗ те ҫук кунта. Америка ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе пырса, вӑл хӗвеланӑҫӗнчи архипелагӑн мӗнпур утравӗсене пӑхса ҫӳренӗ, анчах «Британин» йӗррине ниҫта та тӗл пулман! Магеллан проливне кӗрес чухне, Пилар сӑмсахӗ патӗнче, яхтӑна хирӗҫле ҫил вӗрме пуҫланӑ. Ҫавӑнпа кӑнтӑр енне пӑрӑнса каймалла пулнӑ. «Дункан» Ӳкӗнӳ Ҫӗрӗн айӑккипе иртнӗ, утмӑл ҫиччӗмӗш параллеле ҫитиччен хӑпарса Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑнса кайнӑ, Вутлӑ Ҫӗре хӑй хыҫне хӑварнӑ, вара Лемера проливӗнчен тухса Патагонин ҫыранӗсем патне ҫитнӗ. Ӑна эпир — пӗр минутрах тӑвӑпӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Кӗҫӗн Бесхлебнов Аким, ҫаннисене тавӑркаласа, ҫынсене сире-сире урапа патнелле пынӑ май. Вӑл хӑйӗн чиновникӗсене хӑйсем хушшинчен мана асӑрхаман пек туса, ман пирки манса мана ӑнсӑртран ирттерсе ямашкӑн хушать, ҫапла вара эпӗ вӗсен йӑлине тӑвассинчен хӑтӑлатӑп. Зеб Стумп ытти енчен ытлах пысӑк вӗреннӗ ҫын мар пулин те, ҫав ӑслӑлӑха вӑл лайӑх вӗренсе ҫитнӗ. Кимӗ ҫинче тӑракан Айртон шӗлепкине хывса ҫӗре ҫитичченех тайӑлчӗ. Тем пысӑкӑш «Шотландин» чӑнах та ӗнтӗ ҫав пӗчӗк яхтӑна нимне тӑман катер вырӑнне хурса йӗкӗлтемешкӗн тивӗҫ пур. «Дункан» апла пулин те Глазгора пурӑнакан ҫынсен кунран-кун ӳсекен интересне хӑй еннелле ҫавӑрса илет. Саша ним чӗнмесӗр хут таткисене кӑмакана пӑрахса ҫунтарса ларчӗ, вӗсем ҫунса пӗтсен, кӗлне тӗплӗн пӑтратса ячӗ. Регулярнӑй рейссем Мельбурна ҫити пулмаҫҫӗ. Хама мӗнле амантнине калас килместчӗ манӑн, вӑл вара каласа парасшӑнахчӗ. — Халех, сэр! Юхӑм пит вӑйлах мар, ҫапах та сисӗнет. Кунтан тӑватҫӗр футра шыв хӑрушшӑн кӗрлесе чул хысакӗнчен аялалла сирпӗнет. Такасем иртсе кайнӑ вырӑнсенче вӑкӑрсем темӗн парсан та ҫӳресшӗн мар. Ҫавӑнпа та вӑкӑрсене ирӗксӗрех кӗтӳ пуҫне тӑратма тивет. Икӗ батальона уйӑрӑлса вӗсем малтан мӑнаҫлӑн шӑвӑнаҫҫӗ. — Цимбал хӑй патӗнче стипенди уйӑрса хучӗ, Широкогоров хӑй патне практикантсем илет. Унтан кӑнтӑрлахи апат ҫирӗмӗр. Фома унӑн ҫара хулпуҫҫийӗсен шурӑ мӑкӑлӗсем чӗтреннине курнӑ, йывӑррӑн сывланине илтнӗ, — вара ӑна хӑйне те йывӑр пулса кайнӑ. Мӗн ҫитмест ӑна? Унӑн ритм туйӑмӗ лайӑх пулнӑ та, ҫак савӑнӑҫлӑ наукӑна хӑвӑрт вӗренсе пынӑ. Нефть кӑларнӑ ҫӗрте, е шахтӑсемпе заводсем ҫумӗнче ӳссе ларнӑ ҫӗнӗ хуласене курнӑ пулӗччӗ вӑл. Эпӗ сана питӗ чаплӑ, питӗ хаклӑ япаласем парӑп! Кур-ха эс ӑна, епле мӑнаҫлӑ вӑл, пуйса кайнӑ теҫҫӗ? Тата вӗсен ҫак йӑла пур: вӗсем хӑйсен хушшине чи ҫарисене, батракра пурӑннисене е хуҫалӑхӗ енчен юхӑннисене, илеҫҫӗ. — Андрей ав… — Мӗн пулчӗ? Акӑ кофе те. Вӑл упа пек тайкаланса, урисене саркаласа пусса пырать, вӑл халӗ те миноносецӑн чӳхенекен палуби ҫинче пынӑ пекех туйӑнать. Арӑмне вӑл авлансан иккӗмӗш ҫулнех хӗнеме пуҫланӑ, — малтан ӳсӗрпе, ним ҫилӗсӗр, — халӑхра ҫӳрекен хайхи: — «Тӑпач валли сарӑм пур, чышкӑ валли арӑм пур», — текен сӑмаха пула ҫеҫ; пыра-киле, арӑмӗ ҫине-ҫине хӗрача ҫуратма тытӑнсан, вӑл вара ӑна, ывӑл ача ҫуратса паман сӑлтавпа курайми пулса, мӗнпур кӑмӑлтан киленсе хӗнеме пикеннӗ. Хампа тантӑшлисен ывӑл-хӗрӗсен ачисем ҫине пӑхатӑп та, куҫҫулӗпех пит-куҫӑма ҫӑватӑп: вӗсен карчӑкӗсем валли савӑнмалли те, йӑпанмалли те пур, эпӗ кӑна, шӑтӑкӗнче ларакан тыркас пек, пӗр пӗччен… Вӑл ӗнер тухса ҫӳрерӗ, халь кӑна манпа калаҫрӗ… Хӑй сыввишӗн кама тав тумаллине пӗлсе татӑр тетӗп-ҫке, мана кӑларса яман пулсан, вӑл влаҫсене парӑнатчех. Туять вӑл, хӑй таврашӗнче никам та ҫук, пӑшал пенӗ сасӑсем те илтӗнмеҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ӑна, темшӗн-ҫке, ҫак вырӑнтах юлма питех те хӑрушӑ. Ҫав йӗрӗнчӗк кӑпшанкӑсенчен сыхланма пит йывӑрччӗ. Анчах пирӗн шанчӑклӑ ҫынсем те пур вӗт, вӗсене пирӗн епле пулсан та ӗненмеллех. Ҫӗмрӗк кантӑкран уҫӑ ҫил вашлатса кӗрсе тулчӗ, шап-шурӑ пӑс, ҫавраҫил пек ҫаврӑнса, йӑсӑрланма пуҫларӗ. Мӗн ӑнланатӑн эс? Ҫу уйӑхӗнче уҫӑлса ҫӳресси темӗне тӑрать, — сывлӑхна усӑллӑ пулӗ. Хӑй ҫав тери ҫинҫешке те шурӑччӗ, ҫийӗнчи мундирӗ те вӗр-ҫӗнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑл хамӑр пата, Кавказа, килни нумаях та мар иккенне тавҫӑрса илтӗм. Ромаҫ ҫакна ӑнланатчӗ пулмалла та, ман умра хӑйӗн пурӑнӑҫӗн алӑкне чӑн-чӑн этемле, ним пытармасӑр уҫса кӑтартрӗ те — мана тӳрлетрӗ. Ну ӗнтӗ, ненько, эсир ҫывӑрма выртӑр, эпӗ кӑштах ларам-ха, вулас пӑртак. Эпир пурте пӗр-пӗриншӗн йӗксӗксем, акӑ мӗн калам сире. — Эпӗ — Хаким. Тупатӑп… Сыв пулӑр эппин, юлташсем! — Малтан эсӗ ӗҫ, — терӗ Симурден. Анчах, хӑвӑр ӑҫта тӑнине пӗлетӗн-и эсӗ? Кӗсменсемпе ишекен сакӑр ҫынӗ ҫулпуҫӑн тарҫисем, е чурисем пулмалла. Вӑл ҫырӑва хӑвӑрт вуласа тухрӗ. Эпӗ хам ҫине ҫав тери хытӑ шаннӑ ача пулнӑ пирки пулмалла. — Ав епле иккен!.. — тенӗ вӑл, пуҫне сулласа илсе. Пурне те пӗлсе-вӗренсе ҫитерсен, кирек мӗнле вырӑнта вӑй хума та ҫӑмӑл пулӗ сана. Ҫав вӑхӑтрах кӑштӑртатни тата Людмила сасси илтӗнчӗ. — Ҫырнӑ пулин! — Кунта абрексене тытмалла, сыснасене мар. Акӑ ӗнтӗ апрелӗн 13-мӗшӗнче Вена ҫийӗн Совет ялавӗ вӗлкӗшрӗ. Мӗн пулнисене вӑл нимӗн те астуман, ҫавӑнпа та ҫак кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫакӑн пек пӑлхануллӑ пулнинчен тата вӑл хӑй ҫине ыйтуллӑн пӑхнинчен Мересьев тӗлӗнсе кайрӗ. Тӗрӗс сӑмса Российӑра пӗчӗк ураран та сахал тӗл пулать. Аслӑ классенче вӗренекен хӗрсем Кораблев илемлӗ иккенне те курчӗҫ. Манӑн каясах пулать. «Атте, — тенӗ Лиза, — эпӗ, сире питех кирлӗ пулсан, вӗсен умне тухма пултаратӑп, анчах та, эсӗр мана вӗсен умне мӗнле тухсан та, мӗн хӑтлансан та, мана вӑрҫнӑ та ан пултӑр, тӗлӗнесси е кӑмӑлсӑр пуласси те ан пултӑр», — тенӗ. Грекӗсем — вӗсем туркӑ йышшискерсем… Ҫамрӑк ҫынсем унӑн пӗчӗкрех пайне ҫеҫ пӗлме тӑрӑшнӑ. Ҫав пайӗнчен шаларах кӗме никам та хӑйман. Луиза ӗнтӗ ытла шутсӑрах хуйхӑрман — унӑн чӗринчи хуйӑха ӗмӗт хӗлхемӗсем ҫутата-ҫутата илнӗ. Тупа тунӑ хыҫҫӑн ҫийӗнчех ман сӑнчӑрсене салтса илчӗҫ те, эпӗ йӑлтах ирӗке тухрӑм. Император ытла та ырӑ кӑмӑллӑ пулнипе мана ирӗке кӑларнӑ чух хӑй пулчӗ. Эпӗ ӑна тав тӑвас тесе ун ури патне ӳксе пуҫҫапрӑм, анчах император мана ура ҫине тӑма хушрӗ. Ҫак юхӑмсенчи чулсем е тусан пӗрчисем ҫӗр атмосферине вӗҫсе кӗреҫҫӗ пулсан, вӗсем самантрах сывлӑшпа сӗртӗнсе хӗрсе каяҫҫӗ те ҫутӑ ҫӑлтӑр пек хыпса илеҫҫӗ. — Мӗнле те пулин ӳпре, — терӗ Гаррис, хулпуҫҫине сиктеркелесе. Мана ҫавӑн пек калама ҫӑмӑлччӗ, эпӗ вӑл сӑмаха ытла та час-часах илтеттӗм те вӑл тӗрӗссине туяттӑм. Покровски халӑхӗн пурӑнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ шуса пырать. Пин доллара кам та пулин урӑххи илмерӗ-ши? Сывпуллашнӑ май вӗсем прилив пуҫланиччен ҫак ҫӗршыв варринелле ҫитме, ҫакӑнта телейлӗ пурӑнма сӗнсе хӑварчӗҫ. Пурнӑҫпа мӗнле те пулин хирӗҫес мар тесен, пусмӑрти халӑхсен хӑйсен философине хывмалла. Малалла! — Эпӗ тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе паратӑп! — шурса кайнӑ Демкӑн куҫӗсем сӑмса кӑкӗ ҫумне пырса пӗрлешрӗҫ. Аҫу тата Ксения Григорьевна хӗрӳ, ҫапӑҫури юлташусем-казаксем сана, Григорий Опанасович Цимбал, ҫӗре ҫити пуҫ тайса саламлаҫҫӗ. — Ҫапла, аманнӑскер пулас, — терӗ Серьга Хахай. — Хӑй ӑҫта пурӑнать вара вӑл халь? — ыйтрӗ Иван Иваныч. — Аташса ҫӳретӗп, акӑ мӗн, — терӗ Ярцев, хурлӑхан тӗми ҫумне ларса. Эпӗ нумайччен нимӗнле кайӑк таврашӗ те тупаймарӑм; юлашкинчен вара витӗрех армутипе хупланса ларнӑ сарлака юман тӗмӗ ӑшӗнчен пӗр пӑчӑр вӗҫсе тухрӗ. Вӑл пӗрре саралса, тепре кӑвакарса кайрӗ; вӑл тарӑхни унӑн пичӗ ҫине палӑрса тухрӗ. Ҫунса пӗтнӗ машинӑна фотографипе ӳкерсе илнӗ. Апата та унӑн вилкӑпа та ҫӗҫӗпе ҫимелле пулнӑ; салфеткӑсемпе, тарелкӑсемпе, чей чашкисемпе усӑ курмалла пулнӑ; кӗнеке тӑрӑх вӗренмелле пулнӑ, чиркӗве ҫӳремелле пулнӑ, калаҫассине те ҫав тери тирпейлӗн те йӗркеллӗн калаҫма тивнӗ. Ҫавӑнпа та сӑмахсем ӑна питӗ тутлӑ маррӑн туйӑнма пуҫланӑ; вӑл кирек ӑҫталла кайма ҫаврӑнса пӑхсан та, ӑна цивилизаци сӑнчӑрӗсемпе картисем тыткӑнра тытса усранӑ. Ӑна хӑйӗн алли-урисене ҫыхса лартнӑ пекех туйӑннӑ. Питҫӑмартисене хӗрлӗ улмасем пек ҫырнӑ, куҫӗсем вара вӗсем ҫумӗнче ют куҫсем. Пӳртре чустапа виноград шӑрши кӗрет. Нимӗҫсем! Виҫҫӗшӗ хӑйсен кӗсъисенче мӗн пуррисене сӗтел ҫине кӑларса хура пуҫларӗҫ. Ывӑлӗ ҫинчен вӑл темле тӗлӗнмелле пек калатчӗ: — Вӑл манӑн йӗркеленсе карӗ, чапланса ҫитрӗ! Тӗттӗмре вӗсем лашисене пырса салтрӗҫ, картишӗнчен юрттипех тухса вӗҫтерчӗҫ. Чӑнах та, канавран иртсен вунӑ чалӑш та кайман, малта йывӑҫсем хуранӑн курӑнса кайнӑ, тата темле хурлӑхлӑ ҫӗнӗ сасӑ илтӗнсе кайнӑ. Лере, хӑй ҫывӑрса тӑнӑ, ҫинӗ, укҫасем илнӗ ҫӗрте вӑл такамсемпе ҫапӑҫни, вӗсем пӗлмен ӗҫсем туни паллӑ пулнӑ. — Топал-Хасан , хуса кӑлар кунтан ҫак йытта, ҫӗҫҫӗме варалам мар унпа. Буфет умӗнче тӑраттӑм, Кузьма тесе мар, Антон тесе чӗнетчӗҫ. Хӑй тӳсни-курни хыҫҫӑн вӑл халӗ те лӑпланса ҫитеймен курӑнать. Эпир шӑпӑртах. Чӗресем пирӗн ытла та ывӑнса ҫитнӗ. Паллах, унпа пӗрле хӗрарӑмсем те пулман мар. Тавар пристанӗнчи комсомол секретарӗ Панкратов грузчик, брезентран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑннӑскер, Павела айккинелле чӗнсе илчӗ те сиввӗнтерех пӑхса, куҫӗпе Тоня ҫине кӑтартрӗ: — Эсӗ ҫавӑтса килтӗн-и ку пикене? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Сывлӑх сунатӑп! — терӗ вӑл кула-кула. Хула хыҫӗнче шоссе ҫӳлелле чӑнкӑ хӑпарать, ҫакӑнта Крыма килнӗ хыҫҫӑн пӗрремӗш ирхине Воропаев хӑйӗн ҫурчӗ пирки шутласа ларнӑ вырӑнта, Васютинӑн вездехочӗ ӑнсӑртран чарӑнса ларчӗ. Пуҫне вӑл ула тутӑр ҫыхнӑ, тутӑрӗ айӗнчен кӑтра сарӑ ҫӳҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ те, пӳске пек мӑкӑрӑлса тӑракан питҫӑмартисем ҫине, лутра ҫамки ҫине пӗчӗк-пӗчӗк ункӑсем пулса ӳксе, ҫурри ыйхӑллӑ куҫӗсене кӑтӑклаҫҫӗ. — Давыдов ҫӑкӑр чӗллине тытса ҫавӑркаларӗ те аяккалла тӗртсе хучӗ. Кайран пӑшӑрханмалла ан пултӑр тесен вӑл ӗҫе сирӗн хутшӑнмалла мар— Чезаре, — ӑшшӑн каларӗ Джемма, — хӑвӑр мӗн каланине пӗлместӗр вӗт эсир. Васкасах калаҫса сутса илеҫҫӗ. Мӗншӗн ҫырмалла? — Атте! Юриех хусканусем май пур таран ытларах тӑватӑп, кашни кун гимнастикӑпа аппаланатӑп, ҫапла майпа эпӗ ҫирӗм пиллӗке ҫитнӗ ҫӗре Раппоран вӑйлӑ пулса тӑратӑп. — Ват ҫынсем ҫапла тума калаҫҫӗ, — тенӗ. Бандитсем пирки пӗр закон пирӗн: «революциллӗ право ӑнланӑвне тӗпе хумалла», вара — пулчӗ те! Пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл шанчӑклӑ ҫын ҫирӗп тытакан начальник хушнине тӗрӗс тӑвакан салтак. Ҫак темӗн пысӑкӑш конус евӗрлӗ пулса тӑни ҫинче йӑнӑшма меслечӗ те ҫук, ҫавӑнпа та акӑлчансен паллӑ Карамайкель капитанӗ ӑна сивӗннӗ вулкан тесе тӗрӗсех каланӑ. Ку ҫурт иртен пуҫласа каҫчченех кӗрлесе тӑратчӗ; ҫӗвӗ ҫӗлекен хӗрарӑмсен машинисем таттисӗр чӑштӑртатаҫҫӗ, оперетка хористкисем сассисене тӗрӗслеҫҫӗ, студент хӑйӗн басӗпе гаммӑсене юрлать, ӗҫсе супса ӑсран тухса каяс патнех ҫитнӗ актёр шавлӑн сӑвӑсем калать, ӳсӗрӗлсе кайнӑ проституткӑсем ним майсӑр ҫуйӑхаҫҫӗ. — Эпӗ пӗтӗм район ҫинчен доклад туса памарӑм вӗт-ха, хам пӗлекен ҫынсем ҫинчен кӑна кала-кала кӑтартрӑм. Ку ӗҫе пӗр тӑруках тума юрамасть; лайӑхрах шухӑшласа пӑхас пулать. Енчен эпир ӑна тӑхлан кашӑкран е пичке кӑшӑлӗнчен перо туса парсан, вӑл тӗрлӗрен паллӑсем лартма пултарать. Аллине чӗрсе суранлатнипе юхнӑ юн унӑн ҫаннине вараланӑ иккен. Сторож пулӑшман пулсан, дикарьсем кӗпере уйӑрайман пулӗччӗҫ. Вӗсем хӑйсем унӑн механизмне те пӗлмеҫҫӗ. Гек Финн». Эпӗ хавасланса кайрӑм, хам пурнӑҫра пӗрремӗш хут ҫылӑхран тасалнине туйса илтӗм-ҫке, халӗ ӗнтӗ кӗлтума та пултаратӑп. Вилмеллисенчен иккӗмӗш арӑм шутланнӑ пӗр хӗрарӑма ак чӗркуҫлентерчӗҫ те аллисемпе ҫӗре тӗрентерчӗҫ, вӑл вилнӗ патшашӑн, чӗрӗ чухнехи пекех, лармалли вырӑн пулса тӑчӗ; виҫҫӗмӗш арӑмӗ патша кӗлеткине тытса тӑчӗ, тӑваттӑмӗшӗ ун ури вӗҫне минтер вырӑнне выртрӗ. Чӳрече патне Николаев пырса тӑчӗ. Эсӗ сада Аркадипе килнӗччӗ пулас-ҫке? Кӗсрене Аграфена Ивановна тесе чӗннӗ-мӗн: вӑл, ҫирӗпскер, кӑнтӑр енчи хитре хӗр пекех тӳрккескер, крыльцана урисемпе тапса янратса ячӗ те сасартӑк чарӑнчӗ. — Ну, пулнӑ, пулнӑ, Павел Павлович, — йӑвашшӑн хирӗҫлерӗ Ромашов, — мӗн кӑлӑххӑн хавхаланмалла-ха? Вӑл кунта пурӑнакан Ф. Г. Колокольчиков доктор иккен. Акӑ эпӗ халӗ икӗ кун хушши сана курмасӑр пурнатӑп (мӗнле пурӑннине: хаваслӑ-и, кичем-и е ҫемьери хыпарсене ҫырса кӑтартмалла). Хулари мастерской ҫыннисемпе рабочисем, вӗсенчен кая мар ӗҫлеҫҫӗ пулин те, савӑнӑҫлӑрах пурӑнаҫҫӗ, пурӑнӑҫ ҫине ҫак салху ҫынсем пекех йӑлӑхтармалла ӳпкелешмеҫҫӗ. Ара, ун пекки кашни ҫынпах пулма пултарать. Мӗн пӑсмалли пур-ха сирӗнне!.. — Манӑн, хуҫа, суя хутсем кӗсьесем туллиех, ытах та йывӑр килсе тухсан вара, ӗненмесен, ҫак мандата кӑларса кӑтартатӑп. Ҫенӗхре йӗке-хӳресем ҫуйӑхса тӗпӗртетеҫҫӗ, пекарньӑра хӗр ӗнӗрлесе йынӑшать. Атӑл хӗрринчи крепость ҫийӗнчи пӗлӗт пушарсемпе ҫурӑлакан снарядсенчен тухакан тӗтӗмрен пӗртте тасалман, ялан хура-хӑмӑр тӗслӗ пулнӑ, ҫак пӗлӗтре пӗрмай сывлӑшри ҫапӑҫусем пулса пынӑ. Эпӗ, Либих хир-уйсене ҫемҫетес тӗлӗшпе тӗлӗнмелле открыти тунӑ тенине илтнӗччӗ. Вӑл таврӑнсан эпӗ сана унпа курнӑҫтарасшӑн пулмарӑм. Анчах ман атте ӑна сана вӗрентме ирӗк парса, пӗртен-пӗр услови ҫеҫ лартнӑ — ҫав услови тӑрӑх Монтанелли сан аннӳпе урӑх нихҫан та курнӑҫмалла пулман. Ку та вырӑнсӑр пулчӗ, курӑнать… Телее, ку йытӑ аван вӗрентнӗскер пулчӗ. — Лейтенант Гвоздев, ташлӑр! — Эсир ӑҫта та пулсан ӗҫлетӗр-им? — тӗпчесе ыйтать Тоня. — Чӑнах, ку ытлашши! — ҫирӗплетнӗ самӑр йӗкӗт, паҫӑр Фомана вут патне чӗнсе лартни. — Елена Николаевна бюсчӗ мӗнле? — ыйтрӗ Берсенев — Малалла шӑвать-и? — Кӑлараҫҫӗ? — Кунтах вырттарсан упранса юлаймӗ, — килӗшрӗ Макариха. Юлашкинчен Иван Иванович, леш Иван Ивановичӗ мар, тепри, хӑрах куҫли, каласа ячӗ: «темӗн тӗлӗнмелле тухать-ха маншӑн, терӗ (хӑрах куҫлӑ Иван Иванович яланах хӑйне хӑй тӑрӑхласа калаҫма юратать), манӑн сылтӑм куҫӑм кунта Иван Никифорович Довгочхун господина курмасть-ха», терӗ. Амӑшӗ Николайпа тепӗр ҫыннӑн аллисене ярса тытрӗ, вӑл куҫҫулӗ капланнипе тӑвӑнса ларчӗ, анчах та макӑрмарӗ, унӑн урисем чӗтрерӗҫ, сиккелекен тутипе вӑл:— Тӑвансем… — тесе тӑчӗ. Лашасен ҫурӑмӗсем ҫийӗн пушӑ явӑнса илсе шартлатрӗ. Ҫак самӑртнӑ буйволран пример ан илӗр. Чиркӗве кӗрсе ҫӳреме юрамасть те пирӗн… Чи хастар моряксем те ҫакна ҫӳҫенсе илмесӗр тума пултараймаҫҫӗ. Тӗрлӗ нациллӗ рабочисем хальхи пек ирӗклӗхе нихӑҫан та курман. Тӑхӑнсам ӑна аллу ҫине, ман савниҫӗм, вӑл мӗнлерех хӗмленсе кайнине вара эсӗ хӑвах курӑн. Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе ҫулпуҫӗн ҫирӗп аллинчи кимӗ хытӑ пынӑ ҫӗртех пӗр тавар хушӑкалла кӗрсе кайрӗ. — Левиафан! — йӑвашшӑн сывласа илсе, сас панӑ Трофим Зубов, — собор старости, хулари чи пысӑк усламҫӑ, шатра питлӗ, курпун ҫурӑмлӑ ҫын. Кам пулӗ-ши? Ылтӑн куҫлӑхлӑ господин витӗмлӗ баспа ӳкӗтлерӗ: ҫавӑн чухне вӑл пуҫне е пӗр енчен тепӗр еннелле чалӑштаркаларӗ, аллисене мӑнаҫлӑн саркаларӗ. — Йӗнер ҫинчен ҫапӑнса вӑркӑнса юлтӑр-и? — терӗ судья. — Егоровна тухрӗ. Тепӗр тӑватӑ кунран эпӗ Ҫӗре пӑрахса хӑваратӑп, анчах ҫулташ халӗ те тупаймастӑп. Наталья хӑйӗн упӑшки ӑна шанманни, вӑл курпуна хӑй хыҫҫӑн сыхласа ҫӳреме хушни ҫинчен амӑшне темиҫе хутчен те каласа пама шутларӗ, анчах ун ҫинчен калама ӑна яланах темскер кансӗрлесе тӑчӗ. Пирӗн разведчиксем Блефуску флочӗ проливри пӗр гаваньре майлӑ ҫил вӗре пуҫласанах парӑсӗсене ҫӗклесе карса ҫула тухма хатӗрех тӑни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Килте хуйӑх пулнӑ чух ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт мар. Тӗтӗм хуп-хура, хушӑран ҫулӑмпа ялкӑшса хӗрелет; пушар сӳне пуҫлани те паллах ӗнтӗ. Унтан эпӗ кӑшт шухӑшларӑм та хамран хам ҫапла ыйтрӑм: «Тӑхта-ха, — терӗм, — енчен эсӗ, тӗрӗс тӑватӑп тесе, Джима сутнӑ пулсан, сана аванрах пулатчӗ-ши? — Ҫапла! Пурнӑҫ илемӗпе савӑнасси йӑлтах пӗтсе ларчӗ ун, пӗр хуйхӑ ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Каҫарӑр, — хушса хучӗ вӑл Аркадий еннелле ҫавӑрӑнса, кӑштах урине шаклаттарса илсе: — пӗлетӗр пуль, хӗрарӑм вӑйсӑрлӑхӗ тата амӑш чӗри. Сиксе тӑракан ҫулӑм пек, половецсем ушкӑнӗпе вӗҫсе тухрӗҫ те чӑпӑрккасемпе суллаҫҫӗ, кукӑр хӗҫсемпе хӑмсараҫҫӗ, улаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, чӗнеҫҫӗ, тата та хытӑрах чупаҫҫӗ, хӑратаҫҫӗ. Артура картишне тухмалли чӑнкӑ пусма тӑрӑх хӑпарма пулӑшас тесе, надзиратель ӑна хӑйӗн аллине тӑсса пачӗ, анчах Артур ун аллине сирсе хӑйех малалла кайрӗ. Пысӑк тискер кайӑка тытасси вӗттисене тытассинчен илӗртӳллӗрех, теҫҫӗ. — Вӑл ҫамрӑк-и? Чинра ытла хӑвӑрт хӑпарнӑ! — терӗ вӑл. Анчах халӗ ӗнтӗ вӑрмана кайса килсен лайӑх пулнӑ пулӗччӗ», тесе асӑрхаттарчӗ Пеночкин господин. Ниҫта та пулман… ҫыхӑпа тетӗн-и? Ку ҫырӑва мана Недкович пачӗ. Скартарис мӗлки те, чун кӗнӗ ту тӑрри пекех, ҫутӑ сапаласа тӑкакан хӗвел хыҫҫӑн хӑйӗн мӗлкине ерипен шутарса пычӗ. Шӑрӑх ҫанталӑкра ещӗке уҫӑ сывлӑш кӗрсе тӑма эпӗ столяра ещӗк маччине гамак тӗлне пӗр тӑваткал фут пысӑкӑш тӗнӗ тума хушрӑм. Тӗннине паз хушшинче калла-малла куҫса ҫӳрекен хӑма татӑкӗпе эпӗ уҫас килсен уҫма, хупас килсен хупма пултараттӑм. — Епле пултӑр-ха тата? Огнянов ирпе хӗрачасен шкулне кайма пулнине тухтӑр пӗлетчӗ-ха, паян унта вӗрентместчӗҫ. Ҫак ӗҫе туса пӗтерсен, Симурден Говэна шырама кайрӗ. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ эпӗ улшӑнма пултарайманнине! Флигель умӗнче йывӑҫсем йӑвӑ ӳссе ларнӑ пӗчӗк пахча пур, хваттерӗн виҫӗ пӳлӗмӗн чӳречисенчен шалалла сирень, акаци турачӗсем, ҫамрӑк тополӗн кӗмӗл ҫулҫисем ачашшӑн вӑштӑртатаҫҫӗ. Варринче хаяр сӑн-питлӗ тачка хӗрарӑмӑн ҫурма арканчӑк статуйи тӑрать. Шалти чӳрече рамисене кӑларчӗҫ те, ҫурхи ҫанталӑк пӳлӗме ярах кӗрсе тулчӗ. Вӑл ура ҫине сиксе те тӑчӗ. — О, ҫӗнӗ хыпар питӗ нумай. Вӗсенчен хӑшне-пӗрне сана ҫеҫ каласа пама пултаратӑп, — тесе кулать Лиза, Екатерина Михайловна ҫине чеен пӑхкаласа. Разметновпа Нагульнов сӗтел ҫинелле пӗшкӗнчӗҫ. Ҫак пуянах мар ростовщиксем пуян ростовщиксемпе танлаштарсан темиҫе хут чунсӑр пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хӑйсен начар тумтирне уҫҫӑнах кӑтартакан чухӑнсем хушшинче суту-илӳ тума пуҫлаҫҫӗ, пуян ростовщиксем вара вӗсене курмаҫҫӗ, вӗсем каретӑпа ҫӳрекенсемпе кӑна ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Анчах мӗнле туртса илӗн-ха? Татьяна Ильинична хӑйӗн вырӑнӗнчен тӑчӗ те пирӗн ҫывӑхарах пырса ларчӗ. Килте суккӑр ача пурри аманса суранланнӑ боецӑн канӑҫсӑр шухӑшсен йӗрне ерипен те сисмен ҫӗртенех урӑх еннелле пӑрса янӑ. — Унӑн та ҫӗр пур вӗт? «Хаклӑ Валечка тусӑм, — ҫыртӑм эп ӑна. — Катьӑна шыраса тупма ӗмӗтленсе, е ун ҫинчен мӗнле те пулин хыпар пӗлес тесе Ярославле тухса кайнӑ май, сан патна кӗрсе тухрӑм та, эсӗ килте пулманнишӗн питӗ кӳрентӗм. Анчах Мак-Набс хирӗҫ каланӑ чух вӑл ун ҫине пӑхмарӗ. Дик Сэнд хушнине самантрах туса хучӗҫ, Геркулес аялти ҫӳхе тӑм ярӑмне пуртӑпа ҫапса ишсе антарчӗ. Ҫарти йывар службӑна паттӑррӑн ирттерес тӗлӗшпе вӑл кирек хӑҫан та, хӑть мӗнле ӗҫре те, боецсене пример кӑтартма тӑрӑшнӑ. Ҫаксене пурне те, штаба сирпӗтесишӗн пулнӑ тесе, айӑплас шутпа тунӑ. Тӳпе ывӑлӗсем пачах та усал мар. — Итле-ха, Олеся, улталама пултарман-ши сана карт? Иккӗмӗш бригадӑна шанма пулать-и? — Грант капитан ӑҫта пурӑнни ҫинчен каласа паратӑр-и эсир? — тет татах Гленарван. Хальхинче эпӗ О енче япала курнипе хыпӑнса ӳксе ропак ҫине лартӑм, васкаса куҫӑмсене, бинокле шӑлса илтӗм. Унран спирт шӑрши кӗнӗ. Ялта ӑна пурте юратнӑ, мӗншӗн тесен ял ӑна хӑй пӑхса ҫитӗнтернӗ. — Каблешков, шуйттан илесшӗ, ӑсран кайрӑн-им эс, мурне? Укҫашӑн хӑвна ху ҫапла асаплантарма юрать-и вара? Ан ӳпкеле, пӗрмай — пушӑ мар, пӗрмай — ӗҫ. Хӑйӑ ҫутине сӳнтерсе, Зеб хуллен тухнӑ та итлеме пуҫланӑ. — Эппин, сан шутпа, пире турӑ та улталанӑ? — Сыв пулӑр, — салхуллӑн тавӑрчӗ Ромашов. Гленарван лашине шпорӗсемпе хистет. Кайсан-кайсан, аякран пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ; перессе пӗр пек паллӑ вӑхӑтран переҫҫӗ, ахӑрнех, сигнал параҫҫӗ пулмалла. Ҫыран хӗрринче пурӑнакансем унӑн сарлака хӗрӗллӗ, тарӑн пусса лартнӑ шлепкине, пичӗн аял пайне хуплакан шарфне, пӗкӗрӗлчӗк хул пуҫҫисене хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Вӑл пуҫ тайса сывлӑх суннӑ чухне, сайралнӑ шурӑ ҫӳҫне ҫил тӑрмаланӑ самантсенче унӑн тӗлӗнмеллерех пӑхакан куҫӗсем те никама та ытлах аптӑратмаҫҫӗ; ҫав куҫсем вара пӗррехинче Ҫӗр ҫинче ҫуралнисене курма пӳрменлӗхе тӗсенӗ, унпа тӗмсӗлнӗ… Тинӗс, сӑмала пек хуралса кӗленчеленсе ларнӑ. Тен, Андрей Дегтяренко ирхи разведкӑна тухнӑ пулӗ? Сассине турӑ панӑ, хӑй туянман! Часах вӑл ҫав тери хӑвӑрт ӗҫленинчен тата вырнаҫуллӑ тунинчен хӑй те тӗлӗнекен пулчӗ. Эпӗ, епле пулсан та, казак-ҫке-ха, тӗрӗк кампанинче пулнӑ. Манӑн пит ҫиес-ӗҫес килет. Вӗсем хыттӑн калаҫаҫҫӗ, савӑнӑҫлӑн кулаҫҫӗ, ҫуйӑхашаҫҫӗ. Выльӑхсем мӗкӗрешнӗ вӑхӑтра кӑна сассисем илтӗнми пулаҫҫӗ. — «Калипсо». — Юлашки? Ҫураласса та вӑл алкоголик халлӗнех ҫуралнӑ, хӑвӑрах куратӑр, утмӑл ҫул хушши чухӑнлӑхра пурӑнса вӑл ӑсран тайӑлнӑ. Выртать теме те май ҫук ӑна. Пурте пӗр-пӗрне ун ҫинелле куҫ хӗссе кӑтартса, ӑна астуса тӑраҫҫӗ. Эрнере ҫичӗ кун: тунтикун, ытларикун, юнкун, кӗҫнерникун, эрнекун, шӑматкун, вырсарникун. Каярахпа вӗсем нимӗнех те ӑнланманни палӑрчӗ, тухтӑр вара тарӑхса алӑ сулчӗ те суранланнӑ ҫынна, ӑна пулӑшма каякан самолета аллисемпе туса кӑтартма тытӑнчӗ. Сасӑла, Сиротенко! — Унтан темӗнле шикленерех пӑхрӗ те васканӑ пек: — эпӗ тӗрӗсне никама та каламан-ха, анчах, пӗлес тетӗр пулсан, сире каласа парӑп. — Ку та ҫӗр проценчӗпех коллективизацилемелле тенӗ пек пулса тухмӗ-ши, Беглых? — Юнашар ут, юлташ! — терӗ Павел хыттӑн. Эпӗ тӗрӗс калатӑп. Ача ҫумӗнче ӑман тултарнӑ тутӑхнӑ шӑвӑҫ банка ларать. — Акӑ эпир мӗнле ырӑ кӑмӑллӑскерсем! Эпӗ стихсемпе ӑна хирӗҫ тӑраттӑм: — Хура чунӗпе усала юратса. — Ҫапла, — терӗ вӑл, — апла пулсан, эсир мана чӑнах та илсе каятӑр-им? Ирхине Ромашов паян кун пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ пуласса шаннӑччӗ, пилӗк сехет тӗлнелле вара, Николаевсем пурнакан ҫурт патне ҫывхарса пынӑ май, ҫав савнӑҫлӑ шанӑҫ хӑйӗнче темле ӑнланмалла мар, ним сӑлтавсӑр канӑҫсӑрлӑхпа улшӑннине тӗлӗнсе туйса илчӗ. Сӗтел хушшинчен тухнӑ чухне Давыдов хуҫана тав турӗ те ҫапла каларӗ: — Кайма вӑхӑт. — Панталеоне г-н! — терӗ вӑл хыттӑн. Темиҫе сехетрен Хӗвел ерипен-ерипен горизонт хыҫнелле анса ларчӗ. Ывӑлӗ пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ те хуллен, лӑпкӑн каларӗ: — Чӑнлӑха пӗлес тетӗп. — Аван, Толине, а ытти патшалӑхсем? — эсӗ, ачам, вӗсене каламарӑн-ҫке. Эй, турӑҫӑм, — терӗ амӑшӗ. — Вӗсем хурлӑха кураҫҫӗ, ӑнланаҫҫӗ, анчах та кунсӑр пуҫне вӗсен урӑх ниҫта кайса кӗме те ҫук-ҫке! — Мӗнле, нумай тӑтӑм-и эпӗ? — ыйтрӑм унран. Кайма хушнӑ пулсан, тислӗк ҫинчи нӑрӑ пек ан чакалан, хӑвӑртрах кай. Турӑҫӑм! Микул турӑ! Мӗншӗн ман ҫакӑн пек бекеша ҫук-ши! Э! илтӗм илттӗр, куҫӑм куртӑр…» тесе кӑшкӑрса ячӗ судья сасартӑк, алӑкран кӗрекен Иван Ивановича курсан. Хӑш-пӗр пысӑк ученӑйсем ун чух этем пулман тесе шутлаҫҫӗ: халӗ ӗнтӗ чи ӗненмен ҫын та хӑйӗн куҫӗпех курса, пӳрнисемпе хыпашласа, ку таранччен вӑл йӑнӑш шухӑшланине ӑнланса илме пултарӗ. Ҫав вӑхӑтра инҫете вӗҫекен ҫӗнӗрея те ҫӗнӗ тинӗс авиацине тӑвас ӗҫ шӑпах хӗрсе пынӑ, вӑл ӗҫ те мансӑрах пырать-ҫке, калӑн ҫав, эпӗ тинӗсе урлӑ та пирлӗ вунпилӗк ҫул хушши вӗҫсе иртмен тесе! Андрей сасартӑк ҫӗкленчӗ. — Ҫук, господин комендант, кирек мӗн тӑвӑр манпа — пӗлместӗп. — Паттӑр пулманшӑн ҫеҫ? Этем хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне — ӑна юратнӑ тата ӗненнӗ ывӑлне, хӑйӗн юнӗпе шӑмминчен пулнӑ ывӑлне вӗлернӗ пулсан, вӑл ӑна ултавпа та суяпа танатана кӗртсе янӑ пулсан, ҫав ҫын ҫӗр ҫинче е пӗлӗт ҫинче мӗнте пулин илессе ӗмӗтленет-и? Ҫирӗм пилӗк миль кӑна каймалла! Хуть ӑҫта пулнӑ пулсан та, нимне те пӗлтермен пулӗччӗ вӑл… Анчах Ҫӗнӗ Зеландире апла мар. (Ку вӑййа Зинаида хӑй шухӑшласа кӑларнӑ: пӗр-пӗр япалана асӑнсан, ӑна хӑвӑрт мӗнпе те пулин танлаштармалла; кам чи ӑнӑҫлӑ танлаштару тупать — парне илет.) — Ҫӗр ҫулта, — тепӗр хут каларӗ ненец. Тухтӑр — ӑнланайман пек пулса пӑхса илчӗ. — Ненецла ҫӗре мӗнле каланине мур пӗлет-и, — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Тен, йӑнӑшатӑп пулӗ эпӗ? — Ҫӗр ҫулта, — тепӗр хут хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Иван Вылка. Сирӗн кун пек ӗҫсӗр ҫапкаланса хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе ҫӳриччен хире каяс пулать. — Гек, эпӗ ертсе кайсан, эсӗ ҫавӑнта каятӑн-и? Ак мӗнле вӗрентеҫҫӗ географине Мельбурнра! Вӑрҫчӑр ӗнтӗ. — Эсир мана, монсеньор, хӑвӑра пӗчченех хӑварма хушатӑр-и? Алевтина Васильевна хуллен ҫеҫ хаш! сывласа илчӗ. К-колоннӑра сире палласа илсенех каларӑм: халь ӗнте пӗрле! — Эпӗ мӗн тӑватӑп вара? Эпӗ батальонта аслиех пулса юлатӑп вӗт-ха? Выльӑх вӗт, е калӑпӑр, хурт-кӑпшанкӑ: ӑсӗ кӗске, этемӗнни пек мар… «Анчах пӗлетӗр-и мӗн? — терӗ вӑл сӑвӑҫа. — Сан хӑвӑн пысӑк ҫӑварупа вӗрмеллеччӗ, — терӗ пӗчӗк Джек. — Ҫапла… эсир ялан пӗр вырӑнта хӑвӑра хӑвӑр иртӗхтернӗ пирки, ирӗклӗхе, йӗркелӗхе питӗ юранӑ пирки, ыттисем ҫинчен нимӗн те шутламан пирки пурӑнатӑр пуль, тесе шутлатӑп эпӗ. Темиҫе минутранах темиҫе ҫӗр арҫын, хӗрарӑм тата ачасем чӑнкӑ сукмакпа ҫӳлелле хӑпарнӑ. — Ӑна чӗнме кирлӗ мар, Алексей Вениаминович, — ҫирӗппӗн те татӑклӑн каларӗ Лена, Воропаевӑн аллисене сирсе. — Нихҫан та, — терӗ Мануэль. Томпа иксӗмӗр ҫак икӗ кун хушшинче мӗнле те пулин яла е кунти ҫынна тупаймасан, эпир ҫӗр хӑвӑлне таврӑнӑпӑр. Сехет ҫурӑ иртсен, хунямӑшӗ, савӑннипе тата ывӑннипе калаҫайми пулнӑскер, ӑна каллех арӑмӗн вырӑнӗ патне илсе пынӑ. Асапланса пӗтнӗ Наталья ун ҫине ҫав тери телейлӗн ялтӑракан куҫӗсемпе пӑхса илнӗ те ӳсӗр ҫын пек вӑйсӑр сасӑпа:— Арҫын ача. Ывӑл, — тенӗ. Унӑн аманнӑ урине вӑл хӑй ампутацилени ҫинчен пӗлнӗ самантра Воропаевшӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: вӗсем ӗнтӗ пӗр-пӗринпе малтанхи пек калаҫма пултараймаҫҫӗ; инвалид пулса тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫав малтанхи калаҫусене вӑл нихҫан та ҫӗнетсе яма пултараймӗ; халӗ вӑл, унӑн пациенчӗ ҫеҫ, урӑх никам та мар, Горевӑн упӑшки пуласси пирки — каламалли те ҫук. — Ҫапла улталаҫҫӗ те ӗнтӗ турра, а вӑл Исус аттемӗр, пурне те курса тӑрать: эй ҫыннӑмсем, хуйхӑллӑ ҫынсем, тамӑк хатӗрлесе хунӑ сирӗн валли! — тесе мӑкӑртатать. Команчасем хӗвеланӑҫ енче ҫӳренӗ. Пӗтрӗ ӗнтӗ! Хӑй ҫине ӑмсанса пӑхнине вӑл часах чухласа илнӗ, ҫавӑнпа хӑйпе хӑй мухтаннӑ. — Мӗн ҫинчен? Атя, йӑтса каяр! Атте, ман пӑшала тыт-ха, эпӗ шӑтӑка кӗрсе пӑхатӑп. Ку ӗнтӗ тахҫанах, вӗсем, унӑн кӑмӑлне хирӗҫ пырсах, фабрикӑра электричество станцийӗ лартнӑ вӑхӑтранах пуҫланнӑ; Нӳрӗрех тӗмескесем хушшинче — ҫаврашкан-ҫаврашкан — тӗксӗмрех чӑрӑш курӑкӗ ӳссе ларнӑ, шатра курӑкӗ тата хӑйӗн сарӑ чечекӗсемпе халӗ те-ха вӑрманти ӗнтрӗке ҫутатма хӑтланать. Хӑвӑртрах ӗнтӗ, унсӑрӑн Пойндекстерсен ячӗ пӗтӗм Техас кулли пулса тӑрӗ. Ҫав йытта вӗлертӗм терӗн-ҫке? — ыйтрӗ игумен ниҫтан тавҫӑраймасӑр. Селиванов ним те шарламасть, тутисене сиктеркелет те сӑнран улшӑнса пырать. Ҫитменнине тата ҫак тӳрккесрех Капустин ӑна темӗнпе комиссар Воробьева аса илтернӗ. Утмӑл ҫиччӗре вилмесен, ун чух… Сасартӑк вӑл чарӑнчӗ, теме итленӗ пек, пуҫне ҫӗклерӗ. — Ачам, ҫапла туни тӗрӗс те пулӗ… Тепӗр хут вулатӑп… Пуплеве икӗ хут ҫырсан, ачасем, тем пӗлесшӗн ҫунса, Давыдов ҫине пӑхма пуҫларӗҫ. Хам юрӑ сӑмаххисене каласан, эпӗ сасартӑк та тин ҫеҫ унӑн мӑшкӑласа кулса каланӑ шухӑшне туйса илтӗм, вара мана савӑнӑҫлӑ кукка усаллӑн та аслан туйӑнса карӗ. Эпир кашни сехетре вӑтӑр пилӗкшер километр хӑвӑртлӑхпа ишсе пыратпӑр. Санин выртакан ача ҫийӗнчи сюртука вӑр-вар хывса илчӗ, ҫухине вӗҫертрӗ, ачан кӗпе ҫаннисене тавӑрчӗ те, щетка илсе, мӗнпур вӑйран ун кӑкӑрӗпе аллисене сӑтӑрма пуҫларӗ. Халӗ Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океанри Коронаци ятлӑ тинӗс урине юхса кӗрекен Пӑхӑр юханшывӗн юппи ҫинче тӑрать. Тӗкӗр патне пычӗ те, Марийка ҫине пӑхмасӑрах ыйтрӗ: — Тура ӑҫта? Ӑҫта кайма пултарӑн вара эсӗ? Унӑн питне час-часах хӗрлӗ тӗс ҫапать, шураласса та вӑл ҫавнашкалах хӑвӑрт шуралса каять. Е ытларах вӑйсӑрланас та, вара сире синьора Болла опиум патӑр тетӗр-и? Ганко ҫакӑншӑн тухтӑра халь те пулин каҫармасть. Гросби тата Окслей, виҫҫӗр миль таран шала кӗрсе кайнӑскерсем, Говель тата Гун, шӑп кӑна вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель иртекен Туфольд бухтинчен тухнӑскерсем, Штурт капитан, 1829 ҫулта Дарлингпа Мӗррей шывӗсен юхӑмӗсене сӑнаса ҫӳренӗскер, — ҫак шыравҫӑсен ушкӑнӗ географине ҫӗнӗ сведенисем парса пуянлатнӑ, кунсӑр пуҫне вӗсем колонине чечекленме пулӑшнӑ. Арбуз — ҫынна аса илтерекен япала; ҫӑра — ку каллех пӗр-пӗр ҫынна питӗрсе хунине пӗлтерет; ҫакнашкал пӗчӗкҫеҫ плантацире икӗ ҫыннах хупса лартас ҫук, ҫитменнине, ҫыннисем те кунта пит ырӑ кӑмӑллӑскерсем. Княгиня, хӑрушшӑн ҫухӑрса ярса, питне икӗ аллипе хупларӗ. Вӑл мана кирек епле пулсан та лакланӑ аттах тӑхӑнма хистерӗ, эпӗ замша перчетке тӑхӑнма шутланине пӗлсен, сехӗрленсе ӳкрӗ, сехете хӑйне манер тӑхӑнтартрӗ те мана Кузнецки кӗпер ҫывӑхӗнчи парикмахер патне лартса кайрӗ. Ҫамкипе стена ҫумне тӗршӗннӗ Варя питне аллипе хупланӑ, пуҫӗнчи кӑвак тутӑрӗ хулпуҫҫи ҫинех усӑнса аннӑ. Чирлӗ сӑнлӑ судья, унӑн кӳпшек юлташӗ тата прокурор айӑпланакансем еннелле пӑхрӗҫ. Хупрӗ пулать! — Уҫатпӑр! — Давыдов патне каяр, ӑна лӑскаса илер пӗрре! — Ну, вӗҫтерер правление! — Разметнова кӑштах тытса тӑрас пулать! Ҫул ҫине тухсан, вӑл кӗсьери пӑхӑр укҫисене кӑмӑллӑн шӑнкӑртаттарчӗ те йӑвашшӑн:— Иккӗ те пиллӗк, пурӗ ҫичӗ пус… — терӗ. — Эсӗ нимӗн те ӑнланмастӑн, Джим; герб вӑл — пачах урӑхла япала. Сӗтелсем хушшинче моряксем лараҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫав тери хыттӑн калаҫнипе, эпӗ кӗме хӑяймасӑр алӑк умӗнче чарӑнса тӑтӑм. Хӑш-пӗр ҫӗрте сывлӑшра ванилӗн тутлӑ шӑрши сарӑлнӑ, вӑл хӑш йывӑҫран тухнине пӗлме ҫук. Николаевсем йышӑннӑ пӳрт умне ҫитсен, подпоручик, минутлӑха халсӑрлӑхпа иккӗленӳ ҫавӑрса илнине пула, тӑпах чарӑнчӗ. Рендич шухӑша кайрӗ. — Тума пулать, анчах чӑрмавӗ нумай. — Вӑл пуҫне силлесе илнӗ. — Тимӗрҫӗ шыва сиксе вилчӗ эппин! Темиҫе кунтан вӑл мана Гринвудӑн «Пӗчӗк ҫапкаланчӑкӑн чӑн-чӑн историне» пачӗ; кӗнекин ячӗ мана пӑртак тӗртсе илнӗ пек пулчӗ, анчах пирвайхи странициех чуна хӗпӗртеттерсе ячӗ, ҫав хӗпӗртенипех вара эпӗ пӗтӗм кӗнекене вӗҫне ҫитиех вуласа тухрӑм, хӑшпӗр страницисене икшер, виҫшер хут вуларӑм. Ҫиелтен пӑхсан, вӑл чирлисене малтанхи пекех тӗплӗн, тинкерсе тӗрӗслерӗ, анчах пурте вӑл халӗ сӳрӗк пулнине, пачах та ытти чухнехи пек маррине асӑрхарӗҫ. Игнат, чӑнах та, хӑйӗн арӑмӗпе мухтаннӑ, ӑна сывлӑхлӑ ар юратӑвӗпе юратнӑ, анчах вӑл часах унӑн ҫине, шухӑша кайса, асӑрхаса пӑха пуҫланӑ. Вӗсем кимӗ ҫине сикмех тӑнӑччӗ ӗнтӗ, эпӗ чартӑм: — Тӑхтӑр, ан сикӗр, — терӗм. Тинӗсре пулас тени вӑл — тӑшманпа ҫапӑҫас тенине пӗлтерет. Вӑл сукмакран пӑрӑнчӗ те кӗлет патнелле кайрӗ. Халлап. Гаррис Уэлдон миссиспа Джек вилӗмӗ ҫинчен пӗлтернипе тарӑхнӑ ҫамрӑк мӗнлерех вӗри хӗрӳлӗхпе кӗтсе илнине португал курса тӑчӗ. Вӗсем пахча йӗри-тавра лараҫҫӗ, пахчинче вара хунарсемпе статуйӑсем пулас вырӑнне таптаннӑ курӑк ҫинче хӑра пуҫланӑ кипарис вулли тата виҫ-тӑват йывӑҫ кӑнтса лараҫҫӗ. Пӗррехинче пурте илтрӗҫ: хӗвелтухӑҫ енчен тупӑ кӗрӗслетнӗ сасӑ кӗрлесе килет-мӗн. Илетӗп, терӗм эпӗ. Горничная евӗрлӗ хӗр, ҫурӑмӗпе алкум енне тӑрса, хуҫапа хаклашать; пуҫӗ ҫине хурса янӑ хӗрлӗ тутӑрне ҫара аллипе янахӗ айӗнчен тытса тӑнипе унӑн ҫаврака питҫӑмартипе ҫинҫе мӑйӗ те кӑшт ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. — Апла пулсан, эсир мана хамӑн телейсӗр аташусемпе те пулин усӑ курма парӑр. — Мӗншӗн эс мана мансеньор тесе чӗнетӗн? «Эсӗ мӗнле кунта тӑратӑн-ха? мӗнле килтӗн эсӗ?» Ҫавӑ йӗрке-и ӗнтӗ вара? Пурте тенӗ пекех, салтаксем. — Итлетӗп! — тавӑрчӗ Хоуик. Ҫамрӑксем кунӗ-кунӗпех ял тӑрӑх е сунарта ҫӳрерӗҫ, хирте тырӑ выракансен юррисене ҫырса илчӗҫ, каҫхине вара пӗтӗм ушкӑн усадьба тӑпрасӗ ҫинче е садра ларчӗ. Хӑвӑртрах тытас тесе, эпӗ вӗсем ларакан залӑна гостинӑй витӗр мар, коридорпа ачасен пӳлӗмӗ витӗр чӗрне вӗҫҫӗн утрӑм. Мӗн-нле калаҫма вӗреннӗ вӑл! Туту сан кӗрен — ун ҫине пӑхма киленӗҫлӗ. Атте хӑш чухне питӗ тарӑхса урма пултарнине пӗлетӗп — пурпӗрех халь хам мӗн курнине ӑнланма пултараймарӑм… Эпир аттесемпе асаттесем каланинчен пирӗн ҫӗре пур ҫӗрте те хисепленине пӗлетпӗр: ӑна грексем те пӗлнӗ, Царьградран та вӑл червонецсем илнӗ, унӑн чаплӑ хуласем те, храмсем те, князьсем те пулнӑ, — вырӑс йӑхӗнчен тухнӑ князьсем, хамӑр князьсем, — католик тӗнне йышӑннӑ князьсем мар. Юлашкинчен — куҫса ҫӳревҫӗсен ҫулне хӗрлӗ ӳтлисен ҫарӗ пӳлет. Шуйттан улашки. — Салтак-кӑткӑсем-и вӗсем е ҫук-и, — тавӑрчӗ Дик Сэнд, — анчах, вӗсене хуса кӑларса, унта пирӗн хамӑрӑн вырнаҫас пулать. Хӑвна ху мӗнле пек туятӑн? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вара ҫав тери хӗрсе кайрӗ, ҫӑмӑл кӗвӗ каласа, маттуррӑн ҫаврӑнса сиксе илчӗ те пӳлӗм тӑрӑх пӗр-пӗчченех ташлама пуҫларӗ. Анчах кухня варринче пӗр минут шек хускалмасӑр шухӑша кайса, пӑшӑрханса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл аллисене тап-таса ҫуса тасатрӗ те каллех ывӑлӗ патне тухрӗ. Батарейӑн военкомӗ Замостин ура ҫине сиксе тӑчӗ. Штурмлӑр! — команда пачӗ Говэн. — Мӗн вара Анна Сергеевна? Ҫав йӗр читлӗх витӗр кайнӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе уҫланкӑсем ҫинелле иле-иле тухнӑ, юлашкинчен ункӑ туса ҫавӑрӑнса илсе, уҫӑ вырӑналла, пӑртак хӗвеланӑҫ еннерех ертсе пынӑ. Пӗр шӑпланмасӑр, шӑнса кӳтнӗ хӑмӑш кӑшӑлтатать, тӗмескесем хушшинче типӗ хӑях чӳхене-чӳхене илет. Тырра колхозник пулнӑ Батальщиков Иван виҫсе валеҫсе тӑрать, ӑна лӗмсӗркке Аполлон Песковатсков пулӑшать. Ваҫили Андрейч Микитене итленӗ те лашине вӑл хушнӑ пек уттарнӑ. Мухтав сана, пӳлӗхҫӗ, мухтав сана, пӳлӗхҫӗ! Мӗн тӑвать вӑл унта? Вӑхӑчӗпе, значӑт, правительство та тен пулӑшу парӗ. Эс ӗнтӗ савӑннӑ, кӑмӑллӑ? Ҫулҫӳревҫӗсем каҫ пулсан тин яхта ҫине тавӑрӑнчӗҫ. Анчах Воропаев мӗн ҫинчен каласа пама ыйтнине вӑл ҫавӑнтах манса кайрӗ те, районра Воропаева малтан айӑплани ҫинчен, унтан ырлани тата ыттисене те унтан пример илме хушни ҫинчен хӑвӑрт-хӑвӑрт каласа пачӗ те шӑпланчӗ. Пуринчен ытла мана Сарапулти пӗчӗк салтак пит лайӑх аса килсе карӗ — вӑл ман умра тӑрса, чӗрӗ пекех:— Мӗн? Шӑхличӗ пит чаплӑ пулнӑ. Акӑ вара эпӗ чунӑм пач выртман ӗҫсене тӑватӑп, пурнӑҫшӑн выльӑхла хӑраса, вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫав тери хаяр та вӑхӑт-вӑхӑтӑн чӗптӗм ӑс ҫук пеклӗн туйӑнакан приказсене пурнӑҫласа пыратӑп. Ӑна ни кӑмӑлласа, ни кӑмӑлласа мар хӑшпӗр тӗлтен кӑна алӑ ҫупнипе ҫеҫ кӗтсе илнӗ. Анчах итлӗр — пӗлетӗр-и мӗн: эсир питӗ кӑмӑллӑ, эпӗ сиртен юлашки хут ыйтнине хирӗҫленмелле мар сирӗн. Ут кӳлмелли хатӗрсене пӑсаҫҫӗ. Сухаласса ҫапах аван сухаларӗҫ. Авӑртсан — ҫӑнӑх пулать. — Эсӗ ҫулне тупма пултаратӑн-и, Том? — Телейлӗ пуль, ахӑр… — шухӑшланӑ Фома. Ҫак шухӑш ӑна ҫӗтӗлтерсе янӑ, унӑн йӗкӗте патах татас мӑшкӑл тӑвас килнӗ. Ҫаврӑнса пӑх-ха кунта! Сулахай урана пуссан, самолет темшӗн чӗтресе кайрӗ, пире каллех аяккалла ывӑтса ячӗ, анчах эпӗ ҫав-ҫавах калле ҫаврӑнма тытӑнтӑм. — Мӗн пулса иртет? — салхуллӑн тепӗр хут каларӗ пӗр пирачӗ. Том тархасларӗ, Гекӗ итлемерӗ. Ҫавна туртса кӑлартӑм та ӗҫе тытӑнтӑм. Кӑштах шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн:— Кайса кур ӑна… — терӗ Петр. Ӑҫтан пӗлччӗр-ха вӗсем мӗн юранипе мӗн юраманнине? Кирлӗ пек туса парать. Картон листине е хытӑ хута ил те, циркульне пӗр тӗле лартса, ун ҫинче икӗ ҫаврашка ҫавӑр. Эпӗ виҫӗ хутчен юратса пӑрахрӑм. Ҫавӑнпа та Уйӑх тӗнче хушшинелле вӗҫсе кайма пултараймасть, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех Ҫӗр тавра ҫаврӑнать. — Асамҫӑ пуль эсир, полковой комиссар юлташ, — ҫын шухӑшне чухлатӑр… Библиотека чӳречисем айӗнчи тул енчи карниз питӗ сарлака; ҫил ун ҫине нумай тусан вӗҫтерсе лартнӑ. Салтаксем хушшинче сасартӑк юрӑ пуҫланса юхма тытӑнчӗ: Вставай, подымайся, рабочий народ… Манӑн сирӗнпе калаҫма та ҫук. Ахалех кӳрентермест… Иван Иваныч хулпуҫҫине ҫӗклесе илчӗ те малалла утрӗ. Акӑ тинех ҫав ҫын суккӑр Колчо иккенне уйӑрса илчӗ. Эсир Мафусаил ҫулне ҫитиччен пурӑнсан та, ун пекки урӑх нихҫан та пулмасть! Ҫемьере йӗркесӗрлӗх тин ҫеҫ пуҫланать. * * * Юнкун, хӗвел тухнӑ вӑхӑтра, Пӑвана картишне илсе тухрӗҫ. Унӑн пӳлӗмӗн алӑкне шаккаҫҫӗ иккен. «Эсир илтнӗ-и, — терӗ вӑл калас килмен ҫӗртен каланӑ пек туса, — ман хӗр ҫав тери нумай вӗреннине пула темле студента качча кайрӗ». Ҫулҫӳревҫӗсем каякан ҫӗршывӑн иртнӗ кунӗсем Тепӗр кун, январӗн 27-мӗшӗнче, ҫулҫӳревҫӗсем ирех «Макари» ҫине ҫитсе унӑн тӑвӑр кубрикӗнче вырнаҫрӗҫ. Пулинччӗ вӑл пирӗн! Анюта каласа панӑ тӑрӑххӑн, ҫав факультетри хӗрсем (вӑл вӑхӑтра кунта хӗрсем арҫынсенчен нумай ытларах пулнӑ) хӗрех иккӗмӗш палатӑри ӗҫсем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе тӑнӑ. Лось ӑна аллинчен тытать, тытать, утиял айне чикет. «Ну, уҫсам куҫусене, ну — пӑхсам, манпа сыв пуллашсам». — Часах, терӗм эпӗ. Тыткӑнрисене вилме хатӗрленсе тӑма пӗр каҫ анчах юлчӗ. Тухтӑрсем унта темтепӗр ҫырса пӗтернӗ, ҫавна пула юлташсем вӗҫӗмсӗрех эмелленме хушаҫҫӗ. — Апла иккен. Анюта, тек ӗҫме килӗшмесӗр, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Пирӗн ыйтусем ҫине кӗленче хӑех ответ парӗ тесен, йӑнӑшмастӑп пуль тесе шанатӑп. Эсир малалла та ҫавӑн пекех пулсан, эпӗ сире сӑнчӑрлама хушӑп. Ерофей Кузьмич пачах урӑхла, тӑхлачине тӗл пулнӑ хыҫҫӑн палӑрмаллах салхуланчӗ, ӗҫлессе те пӗрмаях шарламасӑр ӗҫлерӗ. Ҫут тӗнчере кунтан лайӑххи нимӗн те пулма пултараймасть. — Сывӑ пулӑр. Вӑл шӑпах кирлӗ вӑхӑтра ҫитрӗ. Хӑнасем ҫирӗм ҫын ытла пухӑнчӗҫ, Ивинпа пӗрле килнӗ Фрост господина тата ҫӳлӗ те хӗп-хӗрлӗ штатски господина шутламасан, вӗсем пурте студентсем, штатски господин ӗҫкӗ-ҫикӗ йӗркелекен вырӑнӗнче, ӑна пуринпе те барон хурӑнташӗ тата Дерптри университетра вӗреннӗ студент тесе паллаштараҫҫӗ. — Эпӗ хам та ҫавӑн пекрех илтрӗм ҫав. Самолёт ҫунатти айӗпе снарядсемпе бомбӑсем шӑтарса пӗтернӗ, окопсемпе траншея йӗрӗсем урлӑ-пирлӗ сухаласа тухнӑ уйсем, ҫарансем, вӑрмансем ҫав тери хӑвӑрт вӑркӑнса пычӗҫ. Эсӗ хӑвна милиципе шыранине пӗлетӗн-и-ха? Вӑл хӑй тунӑ япала пирки мӑнкӑмӑлланнӑ, ҫавӑнпа та ӑна аманнӑ ҫынна панӑ чух, хӑйӗн кӑмӑле киленнине ытларах тӑсас шутпа васкамарӗ. — Ирт, — кӑмӑллӑн чӗнчӗ ӑна Лозневой, Марийка тенкел ҫине ларчӗ. Эпӗ ун хыҫӗнчен хӑракаласа пыратӑп, мӗншӗн тесен манӑн ун пек ҫӗрте часах пуҫ ҫавӑрӑнма тытӑнать. Унӑн сассинче ниепле ватӑлӑх та илтӗнмест, — пачах та урӑхла, вӑл ҫав тери ҫепӗҫ, ҫамрӑк, хӗрарӑм сасси пек йӑваш. Ҫук, пултараймастӑп… Кунашкал минутсене чӑтса ирттерме питех те йывӑррине ҫамрӑк офицер хӑй опычӗ тӑрӑхах пӗлет: сӑмахсене, темиҫе хут каласа та, итлемеҫҫӗ пулсан, пулӑшусӑр вӗсем сывлӑшран ҫакӑннӑ пек кӑна юлаҫҫӗ, вӗсем патне ҫаврӑнса пырасса та темле чикекен намӑслӑх ҫине тӑрса хистенипе ҫех ним шанчӑксӑррӑн пыратӑн. «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас…» — шухӑшларӗ вӑл. Ир ытарма ҫук илемлӗ. Эрехе, вӗлтӗрен пек, чӗлхине чӗпӗтет, армутинчен те йӳҫӗ пек туйӑнать. Вӑл мана — эпӗ ӑна… Площадьре, ҫаврака ҫӑкӑр евӗрлӗ сӑрт патӗнче, коляска тӳнсе кайрӗ, Петр ҫӗре ӳксе пуҫне, чавсине хытӑ ыраттарчӗ те, сӑрт ҫинчи йӗпе ҫерем ҫинче ларса, кӗрен-кӑвак хӑлхаллӑ, хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫын сӑрт ҫинчи мечеть карти патнелле упаленсе:— Кайӑр, эпӗ тутар тӗнне йышӑнасшӑн, Магомет пуласшӑн, ярӑр! — тесе мӗкӗрнине пӑхрӗ. Ҫитеймен пулсан, ӑҫтан-ха темиҫе ҫул ӗлӗкрех Иван Вылка сунарҫӑ ҫав брезент кимӗсемпе ҫунана тупатчӗ? Вӑл вун виҫ-вун тӑватӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, анчах пӗтӗм хӑтланчӑшӗ пӗчӗк ачанни пек-ха, вӑрӑм хӑрпахлӑ хура куҫӗ те ачанни пек йӑваш пӑхать. — Хӗвел вӑл Гелиос туррӑн пӗлӗтре ҫӳрекен утлӑ кӳми мар, тет-ҫке Аристотель, вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑнакан пӗлӗтри ҫутӑ япала, тет. Анчах ытла пысӑк пӑтрашу. — Кӑна эсир чӑнах та пӗлетӗр-и вара? — тесе, кулкаласа ыйтнӑ Фома. — Ман пит хаклӑ, хаклӑ Зеб! — тенӗ Луиза, пичӗ ҫинчен аллисене илсе, аптӑранӑ сунарҫӑна тӳрех куҫӗнчен пӑхса. — Эсир никама та, никама та каламастӑр, тесе сӑмах парӑр мана. «Мӗнле-ха эсир, ухмахсем, ҫавна та пӗлместӗр?» — тенӗн туйӑнаҫҫӗ хӑйӗн куҫӗсем. Мӗн ыйтнине каласа пар! Ку вӑл саншӑн та аван пулать, — тӳрех пирӗн чи лайӑх ҫынсен шутне кӗрӗн, палӑрса тӑрӑн. Эпӗ сире… малтанах кӳрентересшӗн пулмарӑм, анчах эпӗ ҫак кунсенче хамах каласа панӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен тепӗр эрнерен эпир упӑшкапа иксӗмӗр кунтан тухса каятпӑр. Эпӗ киле час таврӑннинчен Даша инке те тӗлӗнсе кайрӗ. Протопон Петр атте вара, Колибердара пурӑнаканскер, хӑй патне ҫӳрекен хӑнасем пӗр пиллӗкӗн пухӑнсан, кирек хӑҫан та: Иван Иванович пек христиан йӗркине ҫирӗп тытаканскере, ун пек пурӑнма пӗлекен ҫынна урӑх никама та пӗлместӗп, тет. — Кирлех-ши пире пайланса кайма? — ыйтрӗ каллех Уэлдон миссис. Анчах сирӗнпе ытлашши те калаҫса кайрӑм-ха эпӗ, ман тата каяс умӗн киле те кайса килмелле-ха… Арҫын хӗрарӑмран маларах шӑнса пӑсӑлни хӑҫан пулнӑ тет вӑл? Огнянов ҫак ыйтусене тавӑрса калама пултараймарӗ. Утнӑ хушӑрах вӑл хӑрах уран сиккелесе йӗмне хывма та ӗлкӗрнӗ. Эпӗ тупӑк хӗррине ура вӗҫне лартӑм та, ҫавӑрӑнкаласа пӑхрӑм: тӗмескеллӗ масара тӑвӑрлатса кӑвак хӗрессем лартса тултарнӑ, мӗлкесем вилӗ шӑтӑкӗсем ҫинелле карӑнса чӑсӑлса выртнӑ, вӗсен шӑртлӑ тӗпекӗсене ыталаса илнӗ. Мӗнпур ҫӗрте ҫакнашкал: поэзире, художествӑра, ӑслӑлӑхра… Николай Петрович ҫаранне таптанӑшӑн штраф илмелле турӗ, анчах ӗҫӗ яланах пӗр кун е икӗ кун улпут апачӗ ҫинче тӑнӑ лашасене хуҫисене тавӑрса панипех пӗтсе пынӑ. Вавжон та, килнелле таврӑннӑ май, ҫапла мӑкӑртатса пычӗ: — Ну, тав турра! — Лӑпкӑ пулӑр, Максимыч, — терӗ Ромаҫ. Мӗн мана сирӗн Флавий? Таврари тӗнче сывлать те — сывлӑша пӑсать. Карчӑк темскер мӑкӑртатса кӗсйинчен ҫӑраҫҫи уҫҫи кӑларчӗ. — Семёна шел. Алӑри кӗнекене пӑрахмасӑр, урай хӑмисен хушӑкӗ тӑрӑх кӑна пусса пыма тӑрӑшса, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ, е мӗнле те пулин тӗлсӗр-йӗрсӗр кӗвве тӑснӑ, е сӗтел хӗррине чернилпа варласа ларнӑ, е тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсене пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр темиҫе хут каланӑ самантсенчен пӗринче — пӗр сӑмахпа, ӗҫлесшӗн мар пулса тӑнӑ ӑс-хакӑл, туйӑмсене парӑнса, асра юлмалли сӑнарсем шыранӑ минутсенчен пӗринче эпӗ класс пӳлӗмӗнчен тухрӑм та пӗр тӗллевсӗр пусма тӑваткӑлне антӑм. Епле пурӑнӑпӑр-ха эпир, пӑшал сутсан? Шӑрпӑк ҫутса ятӑм та ҫунакан шӑрпӑка ача сӑмси патне илсе пытӑм: ачан шур илнӗ куҫӗсене курах кайрӑм. Пӗрре сылтӑм енче, тепре сулахай енче хӗрлӗ ҫутӑ тумхисем курӑна-курӑна каяҫҫӗ те, ниме те ҫутатмасӑрах, ӑнсӑртран ҫыран кукри хыҫне пулса куҫран ҫухалаҫҫӗ; вӗсем хыҫҫӑн тата тӗттӗмрех те хурланмалларах пулса тӑрать. — Анне питӗ кӳренчӗ, — калаҫма пуҫларӗ Джемма — хӑвӑрт-хӑвӑрт чупрӗҫ ун сӑмахӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри: — Клюбер г-н ман кӑмӑла кайманнине, эпӗ ӑна юратса мар, анне ҫине тӑрса ыйтнипе ҫеҫ качча тухма шутланине ӑнланса илесшӗн мар… Николаев ҫукчӗ ӗнтӗ. Анчах халь ҫӗнӗрен уҫнӑ астероидсене ҫул шучӗпе тата латинсен икӗ саспаллийӗпе ҫеҫ, сӑмахран, 1937 ТL тесе ят параҫҫӗ. (Ку астероида совет астрономӗ Неуймин тупнӑ). Халех вӗсене иккӗшне икӗ кӗтессе, ҫӑкӑрпа тӑвар ҫине ларт, ухмахлӑхӗсем иртсе кайччӑр вӗсен; тата отец Герасим вӗсене эпитими памалла ту: каҫару ыйтса турра кӗлтуччӗр те, ҫынсем умӗнче ӳкӗнччӗр. Малтанах, ҫавӑн пек сӗнӳсене илтсен, художник аптраса ӳкетчӗ: кӑна мӗнле ӳкермеллине шухӑшласа кӑлармалла-ҫке-ха, вӑхӑтне вара хӑйсем питӗ сахал параҫҫӗ. Павела Николайпа чылаях тавлашма тиврӗ, лешӗ ӑна ертсе пырас ӗҫрен вӑхӑтлӑха та пулин канма парасшӑн мар пулса тӑчӗ. Тӑна кӗрсен, Уэлдон миссис аран-аран илтӗнмелле: — Эсӗ-и ку, Дик? Король ҫывӑхӗнчи паллӑ ҫынсем темиҫе ҫул хушши сӑнаса пурӑннӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫине аннӑ арӑмӗсене каялла утрав ҫине илсе килме питех те йывӑр-мӗн, ҫавӑнпа вӗсем хӑйсен арӑмӗсене пур майсемпе те ҫӗр ҫине анма чараҫҫӗ. Анчах ӗҫ ҫакӑнпа пӗтмест тесе шутлатӑп… Вӑл хирӗҫӳ пӗр уйӑх каялла, кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ. Тытӑнӑпӑр! — пуҫласа сӑмах чӗнчӗ Панталеоне, вӑчӑрипе выляса. — О! чылайранпа ӗнтӗ. Сайра хутра ҫеҫ станцӑра маневрлакан пӑравуссем кӑшкӑрта-кӑшкӑрта ячӗҫ, ҫак ӑнланма ҫукла каҫӑн чӗмсӗрлӗхенче вара вӗсен таткаланчӑк шӑхӑртӑвӗсем чӗрӗ, сехӗрленӳллӗ те хӑрушла пеклен туйӑна-туйӑна кайрӗҫ. — Вӑрӑмтуна пек вӑл, темӗнле, — мӑшкӑлланӑн каланӑ Фома, — нӑйлатать, нӑйлатать те — сасартӑк сӑхать те илет. Шинель ҫине сурӑх тирӗнчен тунӑ тем сарлакӑш ҫухаллӑ пысӑк тӑлӑп уртса янӑ, пуҫне ӑшӑ сукна шлемпа ҫавӑрса илнӗ. Вӑл аманнипе-и? Лекарь ӳсӗр пулин те пычӗ; суранне пӑхрӗ, вара вӑл Бэла пӗр кунтан ытла пурӑнаймасть, тесе пӗлтерчӗ, анчах вӑл йӑнӑшрӗ… Пӗчӗк хула таврашӗнче сурӑхсемпе ӗне кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ, кунта пурӑнакансен мӗнпур пуянлӑхӗ кусемсӗр пуҫне ҫак утрав ҫине хӗрӗх ҫул каялла илсе килнӗ тырӑ-пулӑсемпе маис лартнӑ хирсенчен тата пахча ҫимӗҫӗсенчен пуҫтарӑнать. Ачасен пӗтӗм сывлӑшӗ тӑвӑрланса килчӗ. — Жирана-и? — тӗрӗм эпӗ пӗлекен ҫын пекех. Куратӑр-и, ненько, Павел епле вӑл? Мастерской ӑна кураймастчӗ, анчах унтан хӑраса тӑратчӗ, ҫавӑнпа Гоголевран та хӑраса тӑратчӗ. Анчах пирӗн тӑшмансем, урамсенчи ҫыпӑҫусен опычӗ тӑрӑх, персе тивертейменни мӗне пӗлтернине лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Ҫук, пирӗн ытлашши япала нумай, вӗсем пурте — интеллигенцирен килеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпӗ: интеллигенци — сиенлӗ категори, тетӗп. Анчах епле? — Эсир Франкфурта-и? Килсен калаҫӑпӑр, — тенине илтрӗ Жаркий Акимӑн хӑвӑрт каланӑ сӑмахӗсене. Совет лётчикӗсем, нумай ҫапӑҫусенче пулса, ҫав самолётсен начар вырӑнӗсене шыраса тупнӑ та, вӗсене ытла та чаплӑ кайӑк вырӑнне шутлама пӑрахнӑ, совет лётчикӗсемшӗн вӑл мулкач е карӑк вырӑнне ҫеҫ пулса юлнӑ, — вӗсене тытма ытла пысӑк ӑсталӑхах та кирлӗ пулман. Анчах ватӑ протезиста, хӑй каланӑ тӑрӑх, революцичченех юланутпа ӑмӑртса чупнӑ чух ӳксе урине хуҫнӑ «пысӑк князь» валли протезсем тунӑ ҫынна, Мересьев ҫакӑн пек васкани килӗшмерӗ. Эпир шӳт тума юратман. Тем ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине. Денни сӑмахӗсене Ривэра кӑна илтсе юлнӑ. Павел Петрович ӑна ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Е эсир вечерсенче, ҫынсем пирӗн ҫине пӑхнине шута хумасӑр, хампа сӑпайсӑрла хӑтланнин, куҫӑрсене ачашлантарса выляткаланин, ним ҫӳҫенмесӗрех хушма-хистеме тӗмсӗлнин пӗлтерӗшне эпӗ ӑнланман тетӗр-и? Ку ӑна кулӑшларах пек туйӑнчӗ; вӑл манран куларах ыйтрӗ: — Эсир ӑна питӗ юратнӑ-и? Кам кунта пирӗн уҫӑ сасӑллӑ ҫын пур, ӑна кӑшкӑрса калама хушас та, пурте илтӗҫ. Эсӗ рядовой боец, ҫавӑнпа та строя тытса пыр, унсӑрӑн эпир сана часах ҫӑварлӑхлама пултаратпӑр! Ку шанчӑклӑ та ывӑнтарман ҫул. Пӗрре ҫеҫ мар ӗнтӗ вӗсем унӑн алли ӑйӗнченех тупӑшлӑ поставкасене турта-турта илнӗ; малашне те вӗсем ҫаплах тӑвассине Фома уҫҫӑнах курнӑ, пурте вӗсем укҫашӑн ҫеҫ антӑхнӑн, яланах пӗрне-пӗри лартма хатӗр тӑнӑн туйӑннӑ ӑна. — Ку дачӑра эпӗ пурӑнатӑп, — хурав турӗ старик. Капустин ҫӑварӗнче чӗлӗм пашлатма пуҫларӗ. Шалалла ӗмнӗ чух чӗлӗмри кӑвар ҫутӑла-ҫутӑла илчӗ, вара Капустинӑн вӑл шухӑша кайнине палӑртакан сарлака сӑнӗ курӑнчӗ. Нумаях сухалаймӑн — мӗн пурӗ те ултӑ ӗне кӑна юлчӗ вӗт кӗтӳрен. Кайма та вӑхӑт ҫитнӗччӗ. Анчах ҫапах та, ачасем, кӗртӗр-ха ӑна. Курар-илтер мӗн пулнине. Пӗрисем хула тавралли канава тулса ларнӑ ҫӳп-ҫапа пӗчӗк урапасемпе турттарса тӑкаҫҫӗ, теприсем кӗреҫесемпе ҫӗр чаваҫҫӗ; хӑш-пӗрисем, каменщиксем, вӑл ҫине кирпӗч ҫӗклесе, хула хӳмине юсаҫҫӗ. Ҫынсемпе калаҫас пулать, анчах эпӗ — пӗлместӗп! Пӗтӗмпех куратӑп эпӗ, ҫынсен пур кӳренӗвӗсене те туятӑп, анчах калама — пултараймастӑп! — Кӗнекесем ҫинче те шӑп ҫавӑн майлах, — шӑппӑн каланӑ Любовь. Анчах эсӗ, Макарушка, мӗн ухмахланса вӑрҫатӑн? Мӗнле ҫӗр ӗҫлевҫӗ-ха эсӗ, Агафон? — Хӗрпе амӑшӗсӗр пуҫне калаҫни — ырӑ япала мар вӑл, маттур каччӑ, малашне ун пекки ан пултӑр! — Ҫичӗ миллион та ҫӗр вунпилӗк пин те тӑхӑрҫӗр хӗрӗх виҫҫӗ, хаклӑ Мак-Набс. Павел чул урлӑ сиксе каҫса, Тоньӑна аллинчен тытса пулӑшрӗ, вӗсем вӑрмана, станци еннелле каякан сарлака тикӗс ҫул ҫине чупса тухрӗҫ. Вӗсен лашисемпе вӑкӑрсем пур — Гленарвана ҫавсем кӑна кирлӗ. Вӑрман хӗрринче сарӑ акаци темӗ хушшинче йӑва ҫавӑракан кайӑк Артура курчӗ те шиклӗн чӗвӗлтетсе ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ. Лашасем еннелле кайӑр — вӗсене дворец патӗнче кӑкарса хунӑ — тата ҫӗҫҫӗрсене хатӗр тытӑр. Мӗн хака ларнӑ эсир хӑвӑр ҫӗршывшӑн! «Акӑ, ку авантарах пулӗ», — шухӑшларӗ вӑл ҫывӑхри кӳме ҫумне таянтарса хунӑ чикмеке ывӑтса ярса, вара кӳме ӑшне кӗрсе ларчӗ, алӑкне хупрӗ, авантарах пултӑр тесе кӳме ҫиттипе витӗнчӗ, хӑйӗн халачӗ ӑшӗнче хутланса чӗмсӗр пулчӗ. Вӑл тӳрех кунталла килнӗ пек туйӑнать, мистер Пойндекстер. Вӑл картла вылянине шӑллӗ пӗлни ӑна кӑмӑлсӑрлантарнине эпӗ ӑнлантӑм. Манӑн куҫӑмсем ку енӗпе тӗл те ҫивӗч. Епле шутлатӑн, сухал? Эпӗ сиксе тӑтӑм та ун еннелле хускалтӑм; анчах ҫав вӑхӑтрах, сиксе тӑрсанах, астӑватӑп-ха, эпӗ хамӑн хаярлӑха ӑнланса илтӗм. Дипломатсем уҫӑмсӑррӑн шӳтлесе ирттереҫҫӗ, анчах пӗтӗмӗшпе илсен, вӗсем те ун енчех пулчӗҫ. — Ӑҫта ӗнтӗ строительствӑпа ҫыхланма! — пӳлчӗ Мартьянов. Ҫав пӑлхавӑн историйӗ те пулин пулаймарӗ, ытла кӗске вӑхӑтра пулса иртрӗ. Пурне те ҫӗнӗрен тӗрӗслесе тухӑр! Ҫапла ҫав! Мӑйӗнчен лапчӑнса пӗтнӗ бинокль ҫакса янӑ хӑй. Театрта пӑхмалли бинокль-мӗн вӑл. Эсӗ манӑн куҫ умӗнчех совет влаҫӗнчен мӑшкӑлласа култӑн пулать те, манӑн ӑна нимӗн шарламасӑрах ирттерсе ямалла-и? Сасартӑк темӗскер кӗрӗслетрӗ. Эсӗ мӗн те пулин тунах-ха ӗнтӗ! Асту, эпӗ сана тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп, пӗлеймӗ тесе ан шутла! Хӑй вӑл баск халӑхӗ пулнӑ, ӑна Мануэль Ифарагер тесе чӗнеҫҫӗ. Аслӑ пулнӑ ун чухне Аллахпа унӑн таса пророкӗ Мохаммед. Жоржетта пӗр тумлам юн тухнӑ пӳрнине Рене-Жан енне тӑсрӗ те турат ҫине кӑтартса:— Ҫыртать, — тесе пакӑлтатса илчӗ. Мӗнле пулса тухтӑр! Укҫасӑр пуҫне мӗн кирлӗ вӗсене? Семиглаз пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те хавасланса пӗлтерчӗ: — Парнесем! Ҫӗнӗ йӗрке никама та килӗшмерӗ. Сильвер, хӑй вилес пек ывӑннӑ пулин те, весла тытса, ыттисемпе танах ишсе пычӗ. Эпир проливран тухса уҫӑ тинӗсе кӗтӗмӗр. Ме, акӑ, вула! Пӗр ҫӗрте вӗсен чарӑнса та тӑмалла пулчӗ, — умри сукмак ним палӑрми пытанчӗ. Хам вуҫех хӳтӗлӗхсӗр маррине куртӑм та, кӑмӑл хӑюлӑхпа тулчӗ, эпӗ вара утрав ҫыннине хирӗҫ татӑклӑнах утса кайрӑм. Ҫав самантра ҫиҫӗм ялтӑр ҫиҫсе илчӗ, кӗтмен ҫӗртен пӗтӗм тавра ҫуталчӗ, Кралич тинех хӑй хирте иккенне чухларӗ, йӗрлекенӗсем таҫта хыҫалта юлнине тӗшмӗртрӗ. Хӑшпӗр чух вӑл халапсене итленӗ хыҫҫӑн ҫав тери сехре хӑпать, каҫ пулнӑ-пулманах вара мӗн пурри темскерле, хӑрушла тискеррӗн курӑнма пуҫлать. Ҫак киревсӗрлӗхе пӗтерес тесен, мӗнле те пулин чӑн-чӑн ӗҫ тумалла пулнӑ. Том, Бат, Остинпа Актеон Бенедикт пичче палуба ҫине тухсанах, унран тарса пытанакан пулчӗҫ. Хисеплӗ энтомолога итлекенни пӗр ҫын ҫеҫ — Геркулес юлчӗ. Хӑвах пуҫна сулса килӗшетӗн, пулатех апла? — Пит хытӑ ыратрӗ-и санӑн? Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫӳле хуракан, ӗҫчен, хӑйне усӑ тӑвассишӗн хӑйне хӑй хӗрхенмен ҫын пек тыткалакан этем пулас (куратӑн-и, эп тӳр кӑмӑллӑ), анчах вӑл ҫын кӑмӑлне шута илмесӗр пурне те хӑратса хӑй ирӗкне пӑхӑнтарма тӑрӑшакан ҫын. Сивӗ чир тытнӑ пек васкавлӑн чӗтресе, Жаркий пӗр диск хыҫҫӑн теприне лартса тӑнӑ. Том тӗлӗнсе хытсах тӑчӗ, вӑл: «Сурассӑм та килмест. Ха, епле сӑмсине каҫӑртнӑ!» — тесе калама та пӗлмерӗ. Мӗнле те пулин ҫурт чӳречине шаккас, хӑраса ӳкнӗ ҫынсемпе калаҫас, ҫынсӑр урамсем тӑрӑх оркестрпа пырасси ҫинчен тата громкоговорительсене ӗҫлеттересси пирки шухӑшласа пӑхас пулать. Ҫак ҫеҫ ҫитместчӗ! Акӑ ман алӑсемпе урасем, — хӑй аллисене пуҫласа курать тейӗн, вӗсене пичӗ патнех илсе пычӗ те тӗлӗнсе. пӑхрӗ Ромашов, — ҫук, кусем пӗтӗмпех — Эпӗ мар. Ҫапла вара вӗсем ҫирӗм икӗ кун иртнӗ ҫӗре тӑватҫӗр аллӑ миль, е мӗнпур ҫулӑн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне кайрӗҫ. Барометр юпи тата аяларах анчӗ. Вӗсем ҫаплах хӑма татӑкӗсене пуҫҫапаҫҫӗ, ҫу ҫунтараҫҫӗ, ӑвӑса ҫурта туса сая яраҫҫӗ… — Сирӗнпе пӗр варта ӳснӗ тӑван? Тта-сал эсӗ! Чуниллисем эсир… Ҫапах та мӗн пуррипе килӗшмелле пулать, дворец та, ҫурт та ҫук чухне пурӑнмалли вырӑн йывӑҫ ҫинче кӑна пулсан та, нимӗн тума та ҫук. Боецсем котелоксемпе блиндажсене саланчӗҫ. Эпӗ лакее мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ, хам пачах айӑплӑ маррине ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах тем пирки ку шухӑша пӑрахӑҫларӑм та чи салхуллӑ кӑмӑлпа каллех хамӑрӑн пӳлӗме таврӑнтӑм. Ҫакӑнтан усалтарах та ҫивӗчрех ӑспа урӑх майлӑ тума шухӑшласа та кӑлараяс ҫук ӗнтӗ. — Кала-ха тӳррипех, эсӗ хӑвна ху ӳпкелетӗн вӗт… — Йӑлтах ишсе антараҫҫӗ ӗнтӗ пирӗн пӳрте, — терӗ карчӑк, йывӑррӑн сывласа, хӗрача ыйтӑвне хирӗҫ ответлемесӗр. Лару пулчӗ-им? — Гейзер, — тет Ганс. — Мӗн сирӗн унта? Эпӗ ун патне кайрӑм; вӑл ӗсӗклет, кулать, нимӗн та калама пултараймасть, мӗнпур кӗлеткипе чӗтрет. Ҫавсен ӗҫӗ ку! Унӑн тумтирне пӑхсан, вӑл та инҫе ҫула кайма тухнӑ темелле. Унтан вара, хӑй черечӗпе, кӑҫалах майор ятне те ҫӑмӑллӑнах илме пултаратӑп, мӗншӗн тесен ку кампанире пирӗн йышшисене питӗ нумай шаккаса тӑкрӗҫ, татах та нумай шаккӗҫ-ха, тен. Ку салтаксемшӗн епле йывӑр пуласси ҫинчен вӗсем иккӗшӗ те маннӑ пулас. Эпӗ алӑка урапа тӗртсе уҫрӑм: манӑн ура айӗнчен, тӗттӗмре симӗс куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, ырхан кушак иртсе кайрӗ. Лётчиксенчен пуҫласа бензоцистерна шоферӗсемпе горючи паракан кладовщиксене ҫитиех — пурте ларма-тӑма пӗлмесӗр чупкаланӑ. Павел вилӗм каштисем лартнӑ ҫӗрте шӑппӑн чарӑнса тӑчӗ те чӑнкӑ ҫыран патнелле утрӗ. Аяла анчӗ, тӑван масар тӳремлӗхне тухрӗ. Малалла калӑр. Халь ӗнтӗ вӑл хусах, отставкӑна тухнӑ, вӗҫкӗнленме те пӑрахнӑ, мухтанмасть те, чӑркӑшланмасть те, чей ӗҫме тата пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетме ҫеҫ юратать; пӳлӗмӗ тӑрӑх уткалать, ҫунакан ҫуртасене майлакалать; кашни уйӑх иртмессерен хӑй ҫуртӗнче пурӑнакансем патне хваттер укҫи ыйтма ҫӳрет, аллине ҫӑраҫҫи тытса пӳрчӗ тӑррине пӑхма тесе тухкаласа кӗрет; кунне темиҫе хутчен дворнике ҫывӑрма пытанакан хӳтлӗхӗнчен хӑваласа кӑларать; пӗр сӑмахпа каласан, халь вӑл отставкӑна тухнӑ ҫын, унӑн шавлӑ пурнӑҫ хыҫҫӑн тата почта ураписем ҫинче кисренсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн ниме юрӑхсӑр хӑнӑхусем ҫеҫ юлнӑ. Лайӑх-ши ҫав чуна ҫеҫенхирте? Оленин Назаркӑна палласа илчӗ те, ним тума, ним калаҫма аптраса, чӗнмесӗр тӑчӗ. Проводник алӑк ҫӑраҫҫине пӑрчӗ те вӗсем тӗттӗм коридора кӗчӗҫ. — Рехмет сана, Иван бай виҫесӗр пысӑк асапран хӑтартӑн эс мана. Вӑл вӗсен тӑвӑр, ҫынсемпе тулса ҫитнӗ пӳлӗмӗсене пуҫласа пырсан, вӗсем ӑна Диасӑн вӑрттӑн полицийӗн агенчӗ, шпионӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. — Ҫавӑн… Ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ ҫак килти хӑй пекех ют ҫынсем патне — Лозневойпа Костя патнелле туртӑнать. — Эпӗ… Эпӗ выҫӑ ҫӳрерӗм, — терӗ вӑл. «Лакса ларасчӗ сан ҫӑмахпа!» — шухӑшлать выҫса ҫитнӗ хуняма карчӑк; ҫапла шухӑшласа илме ӗлкӗрет ҫеҫ, лешӗ сасартӑк чыхӑнать те ҫӗре персе анать. Унӑн пӗтӗм ӑшчиккине шанчӑк тулса ларчӗ. Мӗн мурне тытӑнтӑм-ха эпӗ ку ӗҫе? Зельцер аптӑранипе аллисене сарса пӑрахрӗ. Пӑртах чӗнмесӗр тарсан, Смурый ыйтрӗ: — Сергей сана утса паркаланӑ-и? Пӑхатӑн та, хӑвна ху калатӑн: эккей, этемсем! эккей, маттурсем! — тетӗн. Ун пек хӗрарӑмсем халь ӗнтӗ пӗтсех пыраҫҫӗ. Пӗр стени ҫинче йывӑҫ рамӑра икӗ пуҫлӑ ӑмӑрт-кайӑклӑ темле правилӑсем пур, тепӗр стени ҫинче ҫавнашкал рамӑрах «Ҫынсен чӗмсӗрлӗхӗ» ятлӑ гравюра пур, ҫыннисем мӗншӗн, камсем тӗлӗшпе чӗмсӗр, — ӑна ӑнланма май ҫук, мӗншӗн тесен гравюри питӗ кивелсе кайнӑ тата ӑна шӑнасем вараласа пӗтернӗ. Районти ҫӗрӗҫ пайӗн работникӗсемпе Городцовӑн пысӑк заявленийӗсем Сухов патӗнче выртнӑ. Акӑ ӗнтӗ король, шлепкине аллинче тытса, куҫҫульне шӑла-шӑла утать, кашнинех тав тӑвать, вӗсем инҫетри тинӗссенчи хурахсене ҫапла ырӑ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн мухтать: чи хитре хӗрсем, вырӑнӗсенчен тӑра-тӑра, ӑна чуптуса илме ирӗк ыйтаҫҫӗ, — ытахальтен, асӑнмалӑх тесе, — вӑл вара пӗртте хирӗҫ мар, хӑш-пӗрисене пилӗк-улт хут та ыталаса чуптӑвать; пурте ӑна хӑйсен хулисене тата тепӗр эрнелӗх хӑнана пыма чӗнеҫҫӗ, хӑйсем патӗнче пурӑнма сӗнеҫҫӗ, ку вӗсемшӗн пысӑк чыс пулнӑ пулӗччӗ теҫҫӗ, анчах вӑл: «Паян кӗлӗ пухӑвӗ хупӑнать, эсир ыйтнине ниепле те тивӗҫтерейместӗп», — тесе тавӑрать, унсӑр пуҫне тата вӑл, Инди океанне хӑвӑртрах ҫитсе, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларма васкать имӗш. Ан хӑра, тетӗп. — Акӑ ӑҫтан ӗҫме иртсе кайнӑ, куратӑн-и? — терӗ вӑл аран илтӗнмелле, ҫӗнӗ йӗр ҫинелле кӑтартса. Ҫул ҫинче лӑпах пӗр уйӑх иртрӗ. Плуг кӳлсе ярсан, виҫӗ мӑшӑр вӑкӑру та кирлӗ пулмӗ, вӑл хӑй пӗр-пӗччен туртса кайӗ. Петр Васильев ун еннелле пӑхмасӑр, темскер сиввӗн те вирлӗн калатчӗ, лешӗ сасартӑк сылтӑм аллипе пӗрмаях ҫӗлӗкне тапрататчӗ: сӑхсӑхма хатӗрленнӗ пек, аллине ҫӗклет те ҫӗлӗкне ҫӳлелле тӗртет, унтан — татах та, ӑна лӗпке патнех тенӗ пек хӑпартса ҫитерсен, каллех пуҫне пӑчӑртамалла туса, темле лайӑх мар куҫ харшийӗсем патнех туртса лартать. Сӑмахпа ирттерме, ӳкӗтлесе тӑма нимле май та ҫук. Ҫулҫӳревҫӗ ун патнерех ҫывхарса сӑрт айккипе хӑпарнӑ чух стена ҫинчи шӑтӑка асӑрханӑ. — Мӗн пулнӑ сана? — ыйтнӑ унтан уринчен аттине хывса тӑракан хӗрарӑм тарҫи. Ман тӗле ҫитрӗ вӑл, эпӗ шырлантан сиксе тухрӑм та каларӑм: «Ан, Аверьян пичче, турра кӗл ту!» Темиҫе минутран Фома, салтӑнса пӑрахнӑскер, диван ҫинче выртнӑ, вӑл, хупӑннӑ-хупӑнман куҫӗсем витӗр пӑхса, сӗтел хушшинче темиҫе кукӑр пулса ларакан Ежова сӑнанӑ. Вӑл амӑшне хӑй темскер хӑраса кӗтнине аса илтерчӗ. — Паян-и? — Симӗс ҫутӑ та, хӗрли те курӑнмасть мана! Пурте хура! — терӗ Паганель, ыйхӑллӑ куҫӗсемпе пӑхкаласа. Вӑл кӳренӳ ман чӗрере ҫӗҫӗ пек тӑрӑнса, сулкаланса тӑрать. — Ҫапла, Айртон, эпир питех те тивӗҫлӗ тума шутлатпӑр. Вӑл Санина пӗр курка чей тултарса пачӗ. — Ҫӗр фунт стерлинг! Кольхаун хӑй лашине аяккалла илсе кайрӗ те халӑх хушшине кӗрсе ҫухалчӗ. Кунта карҫинккасене йӑтса кӗртсе лартрӗҫ. Вӑл вӗсенче мӗн ҫырнине вуласа тухать те хучӗсене ҫавӑнтах кӑмакана пӑрахса ҫунтарса ярать. — Ох, тӗрӗс, тӗрӗс, Олеся, йӑлтах пирен ҫине, мескӗнсем ҫине йӑвантараҫҫӗ… Вӑл пуҫне усрӗ, пирвайхи тапхӑрта хирӗҫ нимӗн калама пӗлмесӗр тӑчӗ, унтан ҫапла каларӗ:— Мӑнаккам, эпӗ ҫапла хӑтланнӑшӑн кулянатӑп… анчах эпӗ шухӑшласа пӑхманччӗ. Карап, моряксем каларӗшле, хыттӑн «калаҫса ячӗ» урӑхла каласан, шыв хумне шавласа ҫурса пыма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен пӑхиччен, шкунӑна сыхлама хӑварнӑ вӑрӑ-хурахсем мӗншӗн тревога туманнине те ӑнланайманччӗ. Ан ман, таврӑн…» — Суяс марччӗ, — тетӗп. Вӗсемпе мӗнле пулас? Ҫук, шуррисем. — Йывӑҫшӑн хам тӳлесе хӑварӑп. Вара эпир, хӗрарӑм пуҫӑмӑрпа, мӗн тӑвӑпӑр? Тинӗспе ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт пырсан та манӑн хавас шухӑш сӳнмен; хамӑрӑн каялла каймалли ҫула пӳлсе хурас тесе эпӗ «карапсене ҫунтарса яма» та сӗнтӗм. Владимир Андреевич ирхи апат ҫиме сӗннине те пӑхмарӗ, кайма васкарӗ, Антун ӑна пӗчӗк ҫулсемпе илсе кайрӗ. — Вӑл ыран килет. Карди атте. — Эсӗ мана йӗрлесе тупрӑн, халӗ эпӗ сан умӑнта. Кала ӗнтӗ, мӗншӗн килтӗн? Вӑл унтан ҫак киле ҫывӑхарса килекен инкекрен хӑтарма йӑлӑнать; унпа юнашар тӑракан карчӑкӗ унӑн кӗллине пула ҫывхарса килекен ура сассисене часах уйӑрса та илеймерӗ. Пӑлаки алӑри тутӑрне саламлӑн вӗлкӗштернӗ, вӑл вӗҫӗмсӗр кулнӑ, анчах Фома — ку вӑл кулӑ мар, йӗрӳ иккенне лайӑх пӗлнӗ. — Апла пулсан, карап ҫине пире парӑннӑ ҫынсем те юлнӑ мӗн! — Ку, аҫӑра мӗн-мӗн калани, йӑлтах пит лайӑх. Анчах… — Анчах… мӗн-ха? (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Вӑхӑт-вӑхӑтӑн чи тӑрринчи ҫинҫешке турат хуҫӑлать те, ӳкнӗ май, теприсен ҫумне ҫӑмӑллӑн ҫапӑнса, ҫав тери уҫҫӑн ҫатлатать. Ывӑлӗ — республиканец. Гро-Аленӑн урисем корзина хӗрринчен усӑнса тӑраҫҫӗ. — Пулма пултарать, — мӑкӑртатса илчӗ Аркадий: — эпӗ ун ҫинчен калаҫма пултараймастӑп. Анчах эсир вилӗ ҫын рольне вылякан ҫын пулсан, хӑвӑр ухмахланнӑшӑн сире пульӑпа лектерме тивӗҫлӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн асап курасси пӗтӗмпех пӗтнӗ. Ашшӗ ывӑлне тыткӑна илет те ҫавӑнтах ӑна пистолетпа персе пӑрахать. — Пар-ха мана пӗрер бутылка шурҫырли квасне… — Мана — коньяк, — тенӗ Фома. Кунта, Иван Иванович, ҫумламалла ҫеҫ мар, сухаламалла пулать. Мӗлке ӳкӗмӗпе тӑршшӗ тӑрӑх ҫынсем вӑхӑт миҫе сехет пулнине пӗлнӗ. Пире пурне те сансӑр питӗ кичем! Халӗ вӑл кашни сӑмаха виҫсе калакан педагог мар, хӑйӗн ӑншӑртлӑ туйӑмне ирӗк панӑ вӗри чунлӑ ҫын. Кӑтартӑр-ха, — терӗ вӑл Мимие. Хуҫа тарҫисем мана хӑшпӗр ехусен пӗрпеклӗх енӗсем пурри ҫинчен каласа пачӗҫ, ҫав пӗрпеклӗх енсем мӗнрен килнине эпӗ ниепле те ӑнланса илме пултараймастӑп. Эпӗ Миша Евстигнеевӑн ним шухӑшсӑр кӗнекисене вулаттӑм, кашнине вуланӑшӑн пӗр пусшар тӳлеттӗм; вӑл хакла ларатчӗ, кӗнекисем пӗртте мана савӑнтарса килентерместчӗҫ. Мюльреди матроссен тӗреклӗ сӑмахӗсемпе ылханса кӑшкӑрмасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Ҫамрӑк йӗкӗт кӑвакарса кайрӗ. Анчах унӑн юлташӗ хӑвӑрт кӑна борт урлӑ каҫса анчӗ те, тӳннӗ машина патне васкарӗ. Вӑл халь ачасене сахалрах пӑхатчӗ ӗнтӗ, вӗсемшӗн, унчченхи пек, чун-чӗрепе ҫунмастчӗ, ун вырӑнне, ҫакна пытаратчӗ пулин те, ытларан та ытларах хӑйне, хӑй пит-куҫне пӑхатчӗ, мӗнле тумланасси, мӗнле ыр курасси, мӗнле майпа лайӑхланасси ҫинчен шухӑшлатчӗ. Унӑн куҫӗ куҫҫульпе тулчӗ. Малтанхи вӑхӑтра унӑн ҫынна тавӑрса киленессипе хӑй пуҫ пулса тӑрас кӑмӑлӗ пӗтӗм ырӑ туйӑмӗсене хупланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ҫав ыра туйӑмӗ ҫиеле тухнӑ. Эпӗ… кӗвӗҫрӗм вӑра, мӗншӗн тесен вӑл та ӑна юратнине ӑнланса илтӗм… Амӑшӗ кӗҫӗн ывӑлӗ ҫине тахҫанах пысӑк шанчӑк хунине пӗлет вӑл. Вӗсем шухӑша кайнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Пӗлӗтре ҫиҫӗм чалтӑртатрӗ, аякран аслати кӗрлени илтӗнчӗ. Тата, булочнӑй ҫине ытлашши куҫ хывтарас мар тесе, мана питех «ҫынсем хушшине тухма» та хушманччӗ. — Эпир тунӑ ҫаксене пӗтӗмпех! — кӑшкӑрнӑ Яков Тарасович, ҫырма ҫинелле кӑтартса. Анчах, Мул утравӗ патне ҫитиччен, икӗ-виҫӗ событи пулса иртрӗ, вӗсем ҫинчен асӑнасах пулать. Гусар, эпӗ ӗнер курнӑ ҫамрӑк ҫынсенчен пӗри пулнӑскер, йӑлкӑшса кулса, пуҫ тайрӗ, шпорӗсене чӑнклаттарса, хӗҫ ункисене янратса илчӗ. Иртсе ҫӳрекенсем валли станцире уйрӑм пӳлӗм пулманнипе пире ҫӗр каҫма пӗр тӗтӗмлӗ сакльӑна вырнаҫтарчӗҫ. Тинкерсе пӑхнӑ май, вӑл эпӗ хӑйне чӗннине те илтмерӗ. Ывӑлӗ салхуллӑн, тарӑхса:— Ҫав тери кичем! — терӗ. Вара — та-ар-ха-ас-шӑн! Унӑн куҫӗсем ҫине куҫҫуль килнӗ; ашшӗн, ҫавна асӑрхасан, пит-куҫӗ туртӑнса илнӗ. — Ҫав Ваҫка Мендель ҫинчен такки каласа пӗтереймерӗн эс мана, — терӗ шинелне хывса чӳрече умӗнчи ҫемҫе кресло ҫине кӗрсе ларнӑ Калугин, голландски кӗпин крахмалланӑ ҫухине вӗҫертнӗ май, мӗнле авланчӗ-ха вӑл? Унччен пӗр тӑватӑ ҫул маларах Мускавра, пиллӗкмӗш ҫулхи баррикадӑсем ҫинче пулса курнӑ пулсан, мӗн каланӑ пулӑттӑрччӗ эсир? Игнат, салтнӑ урин вараланчӑк пӳрнисене ерипен хускаткаласа, вӗсем ҫине пӑхса ларчӗ; амӑшӗ, куҫҫӳльпе йӗпеннӗ питне кӑтартмасӑр, шыв тултарнӑ тазпа килсе урайне ларчӗ те аллине унӑн ури патне тӑсрӗ, анчах Игнат, урине хӑвӑртрах сак айнелле пытарса, хӑранӑ пек:— Мӗн эсир, — терӗ хыттӑн. 1914-мӗш ҫулта ӑна Архангельска илсе пычӗҫ, урисене унне тӑм илсе пӗтернӗччӗ. Вӑл хула больницинче юн пӑсӑлнипе вилсе кайрӗ. Ӗҫленӗ-ӗҫленӗ те, йӑлтах ют ҫын валли! Асту-ха, айккинелле пӑрӑнма хӑтланса пӑх-ха. Унӑн лавкийӗ ӳссе ҫитеймен ачасемпе урамри ҫӑмӑлттай хӗрсем каҫхине пуҫтарӑнмалли вырӑн пулса тӑратчӗ; ман хуҫан шӑлнӗ те кашни каҫ тенӗ пекех ун патне сӑра ӗҫме тата картла выляма ҫӳретчӗ. — Мӗнех вара, илсе кил, автанӗ юрӑхлӑ пулсан, улӑштарӑпӑр. Мӗн вӑл ҫынсене хӗллехи сивӗре пӑрлӑ шыв сапса асаплантарать…» «Э-э, сысна пӳрте кӗнӗ те, урисемпех сӗтел ҫине хӑпарса каять», — терӗ голова, хытӑ ҫиленнипе хӑй вырӑнӗнчен тӑрса; анчах ҫав вӑхӑтра пӗр пысӑк чул муклашки, кантӑка ҫӗмӗрсе кӗрсе, ун ури вӗҫне ӳкрӗ. Ну, мӗнле калас, — шеллени вӑл айванлӑх ҫеҫ. Вӑл калама ҫук тӗлӗнет пулать, епле-ха эпӗ, лайӑх обществӑна хӑнӑхнӑскер, ҫав обществӑн Петербургри пултӑрӗсемпе те инкӗшӗсемпе ҫав тери ҫывӑх тӑраканскер, унпа паллашма тӑрӑшмастӑп-ха. Чӑннипех те, Динго тумарӗ-ши ҫакна? Вӑл тӳрех тарласа канса, хӑвӑрт шухӑшласа, сассӑр кӑшкӑрчӗ:«Пӑлхав…» Ытти ҫирӗм лаши ӑна хирӗҫ ответлерӗҫ. Яланхи пекех, хӗвел ҫути кун каҫа урай тӑрӑх пӗтӗм палата урлӑ шуса каҫса катӑлнӑ паркет хӑмине пырса тӗртӗннӗ вӑхӑтра, Василий Васильевич обходпа пырса кӗчӗ. Е тата: вӗсене хурахсем тапӑнаҫҫӗ те, вӑл ҫав вӑхӑтра тӗлӗнмелле паттӑрлӑх кӑтартать, вара ҫавӑншӑн ашшӗпе пиччӗшӗ хӑйсемех ӑна Натальйӑна параҫҫӗ. Эпӗ хӑюлланса тӳрех ҫапла каларӑм: — Ҫак ҫынна ман мӗн пурӗ те вӑл мана, никама сиен туман мӗскӗн чӗрчуна, ун хирӗнче ӑнсӑртран тупӑнсан пуҫӑма ҫапса салатманнишӗн кӑна тав тумалла; анчах фермер ҫак ӗҫшӗн ытлашшипех тавӑрчӗ. Вӑл кун пек ҫилӗллӗ пулнине эпӗ чылайранпа курманччӗ ӗнтӗ. — Аван ҫын, пуян. — Ӑҫтан пӗлетӗр эсир? Одессӑран пӑрахутпа лартӑм та Варнӑна ҫитрӗм. Унтан тусем урлӑ — Троян хӳшшисене тухрӑм. Стара-планина урлӑ каҫса, Бяла Черквана ҫитсе кӗтӗм. Ну-ка, Африкан Митрич, ӑнлантарса пар… Анчах мӗн чул нумайтарах вуланӑҫемӗн, ҫавӑн пек усӑсӑр та кирлӗ мар пекле пурӑнма тата йывӑртарахчӗ, ҫынсем мана ҫавнашкал пураннӑн туйӑнатчӗ. Эпӗ хама хам та илтмерӗм. Ӑнланмасӑр пӑхрӗ ун ҫине Ромашов. Кӑштӑркка стена ҫумӗнче пӗр-пӗрин хул пуҫҫисенчен перӗнсе, юнашар тӑраҫҫӗ. Тарӑнӑшран килекен, ыйхӑ пусаракан сывлава итлеҫҫӗ. Лешсем ӑна лайӑх ҫитнӗ ятпа саламларӗҫ. Пристань карлӑкӗ патӗнче, икӗ самӑр хӗрарӑм хушшине хӗсӗнсе, Яков Маякин тӑнӑ, вӑл, турӑш евӗрлӗ питне ҫӳлелле каҫӑртса, мӑшкӑллӑ тараватлӑхпа картусне силленӗ. — Пуҫу та ытлашши сана… Малтанхи карттӑсемпе телейлисем — «кураканнисем» пыраҫҫӗ, «курманнисем» вара куҫӗсене хупса, вӗсен йӗрӗпе, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫеҫ куҫ хӑрпӑхӗ витӗр ҫул ҫине пӑхкаласа утаҫҫӗ. Сирӗн умӑрта алӑк уҫӑ, ӗҫ сирӗнтен килет. Поляксем пулӗ тесе шутланӑччӗ эпир, а вӑл йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ. Павӑшка, ача ҫухӑрнинче ытлашши нимех те асӑрхаман енне тата амӑшӗ ахаль аташнипе кӑна темӗнле манӑҫа кайса калаҫать пулӗ тесе, ун умӗнчен пӑрӑнчӗ те ачапа аппаланма тытӑнчӗ. Мӗскӗн артистсене хӗнекен ухмахсем ман чуна ҫӑвартан чӗрӗлле туртса кӑларӗҫ. Артамонов, аллине рычак тытса, рабочисем хушшинче тӑрмашрӗ, хӑй пӗрмай кӑшкӑркаларӗ: — Маттурсем, харӑс тытӑр! — Вӗсен ҫарӗнчен хӑй пӑрахса тарнӑ, — тетӗп. Коперник ҫапла вуншар ҫул хушши кашни уяр каҫ — ҫу вӑхӑтӗнчи шӑрӑхра-и, хӗллехи шартламара-и — Фромборк ятлӑ пӗчӗк хулари чиркӳ башни тӑррине улӑха-улӑха пӑхнӑ. Король кухнинче эпӗ математикӑпа музыкӑн тӗрле инструменчӗсене куртӑм, ҫак инструментсен форми пек касса поварсем его величество валли тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсем хатӗрлесе параҫҫӗ. Лапутянсем хӑйсен ҫурчӗсене питӗ япӑх тунӑ. Тӗртнӗ ҫӗрте сыпнине пӗлме те ҫук. Шухӑшлама кирлӗ мар, вӑл ҫынна ҫемҫетет, анчах ӗҫсӗр ларма юрамасть. Вӗсем аэродром ҫинче хӗвел тухнӑ вӑхӑтран пуҫласа хӗвел аничченех лӑкӑртатнӑ, кустӑрма йӗрӗсем урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ уй ҫине хуть те хӑҫан пӑхсан та, кам та пулин вӗҫсе хӑпарнине е анса ларнине курма пулнӑ. Кӑмӑл валли урӑххи, культурӑллӑ ҫынна тивӗҫлӗреххи, тӗнчере сахал мар… — Дикарьсене асӑрхӑр! — терӗ Роберт. — А халь вара мӗнле пысӑк хир сыснине шыв хӗрринчех хӑратрӑм. Ачан алли шап-шурӑ тӗк пӗрчисем ҫийӗн шуса ҫунат вӗҫӗнче сасартӑках улшӑнакан хура тӗк пӗрчисем патне ҫитсен, Анна Михайловна хӑйӗн аллине самантрах тепӗр клавиш ҫине куҫарать, вара пӳлӗм тӑрӑх хулӑн бас сасси кӗрлесе-янӑраса каять. — Иван Павлыч! Фурьер-прокурор тӑчӗ те малтанах де-Лантенака, маркиз пулнӑскере, республика тӑшманӗ тесе пӗлтерекен постановление, унтан тыткӑна илнӗ пӑлхавҫӑсене пулӑшакансене асаплантарса вӗлермелли ҫинчен конвент кӑларнӑ декрета вуласа пачӗ. — Йытӑсене ан таптатӑр, — терӗ мана темле сунарҫӑ. Тарӑнӑшӗ ман шутпа икӗ пин фута ҫитмелле. Вильсонпа Мюльреди пӗр ҫур сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн тин алӑка юртан тасатса ҫитерчӗҫ те, пӗчӗк отряд «казух» (ун пеккине туземецсем ҫапла калаҫҫӗ) ӑшне кӗчӗ. Санпа, Джим Стордас, эпӗ ун ҫинчен калаҫмӑп та. Анчах мустангерӑн ӑйӑрӗ мана хӑй патне ямасть, ҫав шельма мана мӗн кирлине пӗлет-и, тен. Пурте вӗсем ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, пурте ватӑ сӑнлӑ. — Чӑннипе илсен, лекарьсене тӳлемелле, — асӑрхаттарчӗ Базаров кулса. Эпӗ час-часах компас ҫине пӑхатӑп — вӑл пӗрмаях хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр еннелле кӑтартать. Огнянов ирӗксӗрех сылтӑмалла ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӗтӗм кӑштах сирӗлнӗ хушӑра тӑшмана пӗр пӗшкӗнмесӗр персе тӑракан пӑлхавҫа курах кайрӗ. — Паганелӗн тертленесси ҫук, — тесе хучӗ майор, йӗпенмен тар хутаҫҫи ҫине кӑтартса. Тупӑнать-ҫке инкек! Пуҫри шухӑшсем ҫакӑн пек кӗрешни унӑн ҫулне пӳлсе лартнӑ пекех пулчӗ, унта хирӗҫле чӑнлӑхсем пӗр-пӗринпе пырса ҫапӑнаҫҫӗ, унта этем ӑнланӑвӗнчи хальчченхи чи пысӑк принципсем: этемлӗх, тӑван ҫӗршыв, ҫемье текен принципсем пӗр-пӗрин ҫине сиввӗн пӑхаҫҫӗ. — Кашни плугах виҫӗ е тӑватӑ мӑшӑр лайӑх вӑкӑр кӳлмелле, анчах ӑҫта-ха вӗсем пирӗн? Вара кам эшелонӗ иккенне пӗлесси кӑна юлнӑ пулӗччӗ. — Кирлӗ, патшаҫӑм. Ҫавӑн пек ирсӗр шӑршӑ сар-ха! Ҫамрӑк ҫынсен пӗтӗм ырӑ кӑмӑлне татать; вӗсем юлхава тухакансем пулаҫҫӗ, ҫакса вӗлермелли такан патне пыраҫҫӗ. Уттарса, кивӗ шкул ҫывӑхӗнчи уҫӑ вырӑна тухса чарӑнчӗҫ: уҫланкӑна тухмасӑрах, йывӑҫсен хӳттине пытанчӗҫ. Сухарько Павкӑна:— Ну, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — хушрӗ вӑл, Павка пӗр хускалмасӑр вӑлта ярса тытнине кура. Ҫакна эпӗ сире хурах вилмест тенипе каласа патӑм. Эпӗ хам калаҫма пултаратӑп! Пӗр ҫӗре пӗрлешсе сӗрлекен нумай-нумай сасӑсем хушшинче ҫав ҫинҫе сасӑ кӗркунне малтанхи тӑмсем ӳксе сарӑхтарнӑ вӑрманта тискер кайӑкӑн ҫӗнӗ йӗрри тӑрӑх хӑйӗн эшкерӗпе хӑваласа пыракан вӗшле ама йытӑ ыттисенчен уйрӑмах ҫуйкӑнланса, антӑха-антӑха кайса хаяррӑн йӗрсе-ӳлесе вӗрнӗ пекех яр уҫҫӑн уйрӑлса илтӗнет. — Мӗнех, чей ӗҫме пулӗ, — кил хуҫине шелленӗ пек, ассӑн сывларӗ Христофор атте — Нумаях чарса тӑмӗ вӑл пире. Ну, хуть ахальтен те пулин тейӗпӗр. Анчах Хӗвел ҫине ахаль куҫпа пӑхма ҫук пулсан, ун ҫине телескоппа пӑхма пулать-ши? Астрономсене ку инкек ним чухлӗ те чӑрмантараймасть. Вӗсем телескоп ҫине тӗксӗм кантӑклӑ ҫавра рамка тӑхӑнтартаҫҫӗ. Ҫак тӗксӗм кантӑк Хӗвел пайӑркине тытса юлнипе Хӗвел ҫине питӗ аван пӑхма пулать. Урайӗнче йӗпе, темскер ҫӑт-ҫат ҫыпҫӑнать. — Гето… эс тӑхта… эс ан васка, — пӳлчӗ ӑна ватӑ та ӳсӗр Лех подполковник, хӑрах аллипе черкке тытнӑскер те тепӗр аллин сыппипелен сывлӑшра йӑваш хусканусем тӑваканскер, — мундир чысӗ мӗнне ӑнланатӑн-и эсӗ?.. Каменскра тӗл пуличчен. Лозневой патне темле ҫар ҫыннисем килчӗҫ иккен. Ҫакӑнпа пӗрлех ӑна пӗчӗк чухне, корпусченех-ха, амӑшӗ, пӗр-пӗр юрӑхсӑр ӗҫшӗн айӑпласа, урине кравать ҫумне ҫип-ҫинҫе ҫиппе ҫыха-ҫыха хӑварса, хӑй туха-туха кайнисем аса килчӗҫ. Сехечӗ-сехечӗпе ларатчӗ вара пӗчӗк Ромашов пӑхӑнчӑклӑн. Кам, ҫилӗ капланса ҫитне вӑхӑтра, вӗсем хӗсӗрлени, вӗсем чӑрсӑррӑн калаҫни, хушнӑ ӗҫе тӗрӗс туманни ҫинчен усӑсӑр жалоба ҫырма хӑямат кӗнекине ыйтман-ши? Унӑн ҫара аллисем тӑп-тӑпӑл та тикӗс кӳлепи тӑрӑх илемлӗн выртаҫҫӗ; йӑлтӑркка ҫӳҫӗсем ҫинчен сӗвек хулпуҫҫисем ҫине ҫӑмӑл фукси турачӗсем илемлӗн ӳкнӗ; ҫутӑ куҫӗсем кӑштах усӑнкӑ шурӑ ҫамки айӗнчен лӑпкӑн та ӑслӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем кӑшт ҫеҫ палӑракан кулӑпа кулаҫҫӗ. Разметнов питне-куҫне пӗркелентерчӗ: — Пульӑран мӗнле контузи пултӑр-ха ара? Вара вӑл, пуҫне утӑ ӑшнелле чикрӗ те, шӑл витӗр каларӗ: — Сволӑчсем! — Ҫавӑнтан хӑратӑп та эпӗ, — терӗ вӑл кула-кула. Анне ҫавна курсан чугунтан пӗр курка вӗри сӑмала ӑсса илнӗ те мана ҫапла калать: «Хӑвала-ха ҫавна, Макарка, эпӗ пӗчӗк хапха хыҫне кайса тӑрам», тет. Эпӗ ун чухне вуникӗ ҫулалла ҫитнӗскерччӗ. Атте пек ҫеҫ. Пурте шӑпах пулнӑ. — Ӑҫтан пӗлме пултаратӑп-ха эпӗ, Кассий? Нивушлӗ эсӗ мана нимех те туса кӑтартмӑн? — Мӗншӗн-ха, кӑмӑлӑр пур-тӑк, кӑтартма пултаратӑп, — хавассӑнах килӗшрӗ Олеся. Павел пуҫне усса, урисене сарса пӑрахса, ача ҫылӑхӗпе хӑтланнӑ. Шурӑ та нӳрлӗ тункатасем ҫывӑхӗнче купаланса выртакан ылттӑн-шурӑ турпассенчен уйрӑмах лайӑх та йӳҫӗрех шӑршӑ перет. Лаши, тахҫан, чӗчӗ тихи чухне, вылянӑ та, сиккеленӗ те пуль ӗнтӗ, анчах халь, тӗрӗссипе каласан, пачах та выляма шухӑшламасть, Вӑл, сӑлхуллӑн пуҫне пӗксе, кайри урисене юнашар тытса, тӑпах чарӑнса тӑрать. — Хӑҫан ӗлкернӗ-ха вӑл? — «Лешӗ вӑл — ӳкӗнет… ӑнланаймӑн ӑна — те ахаль хӑтланать, те чӑн-чӑнах чӗри ыратать…» Кунта вӗсен вуникӗ сехетрен ытла ҫӳреме вӑхӑт ҫук, мӗншӗн тесен Джон Мангльса кӑмрӑк хатӗрлесе ҫитерме пӗр кун кӑна кирлӗ, ҫавӑнпа та вӑл 26-мӗшӗнче ирпе малалла кайма хатӗрленет. Тӗрӗссипе каласан, Капштадт тесе каланӑ шахмат хӑмин мӗнпур клеткисене чупса тухма ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт ҫитет те; вӑл хӑма ҫинче шуррисемпе хурисем вӑтӑр пин ҫын корольсен, королевӑсен, башньӑсен, слонсен, лашасен, пешкӑсен ролӗсене выляҫҫӗ. Аплах пулмасан та Паганелӗн шухӑшӗ ҫавӑн пек ӗнтӗ. Хулан кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче ҫӗкленсе ларакан замокӗ, губернаторӑн дворецӗ, биржа, музей, Диац хӑй тупнӑ ҫӗнӗ ҫӗрӗн ятне лартса хӑварнӑ чул хӗрес ҫаксене пурне те курнӑ хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗшӗн ҫул ҫине тухассисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тӑрса юлмасть. Пирвайхи ҫутӑсем килсен «Дункан» кливер, фок тата марсель лартрӗ те якӑрне вӗҫерсе илчӗ, вара темиҫе сехет каярахпа такамшӑн та паллӑ Бурь сӑмсахне иртсе кайрӗ. Вӑл ҫарамасланса аялти йӗм вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ, хӑйӗн арчи патне чупса пырса кутамккине кӑларчӗ. — Шуйттан пӗлет-и сана! — аллипе сулса илчӗ Челкаш. — Ҫук. Докладра республика ҫинчен тата ҫамрӑксем хӑйсене ҫав республикӑна тума хатӗрленме тивӗҫли ҫинчен питех те лайӑх каларӗҫ. Хӑрушӑ пулнӑ ҫак вӑрмансем: вӗсем чӑн-чӑн тапӑсем пекех пулнӑ. Вӑл манӑн юлташ пулнӑ, мана вӑл хӑйӗн ача чухнехи пурӑнӑҫӗ ҫинчен час-часах каласа паратчӗ. — Калатӑп вӗт, каяҫҫӗ, — терӗ Ергушов, ҫӗкленсе, — тытас пулать, тӗрӗс. Ну, пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени ҫинчен тата малалла та — пуҫӗпех ҫапса аркатиччен. Тӗлӗнмеллескер! Хохол, каллӗ-маллӗ уткаласа, ӑна ҫапла каларӗ: — Сирӗн, ненько, пӗрре Весовщикова ҫавнашкал ачашласчӗ! Унтан ӑна пӳлӗмелле тӗртсе кӗртсе ячӗ те ҫавӑнтах команда пачӗ: — Лавкана питӗр! Ун тутисенче халӗ кӑна тӑрӑхласа кулнӑ кулӑран тӗсӗ те юлман. — Тем тесен те, ҫын ку. Пысӑк-и вӑл, ҫав юрату? Ҫав юратушӑн эсир хӑвӑрӑн туррӑра пӑрахӑр-и? Мӗн турӗ сирӗншӗн Иисус? Мӗн пачӗ вӑл сирӗ хайӗн асапӗпе? Мӗншӗн эсир ӑна манран ытларах юрататӑр? — Акӑ ман укҫа, — терӗ вӑл. О, ман юратнӑ вырӑс тусӑм! — Хӗрарӑмӗн хӑйӗн мана качча ил темелле-и? Тупӑсенчен пӗр чарӑнмасӑр персе тӑни ҫурӑлнӑ кантӑка янратать, ҫурта фронтри хӑйне евӗрлӗ хӑтлӑх кӗртет. Даша инке мана вӗрентнӗ пек, куҫлӑх витӗр ман ҫине пӑхса такӑна-такӑна вуларӗ. — Эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп. — Паян эрнекун, ваше с… с… ство. Воропаев чечек ҫыххине Романенкона тӑсса пачӗ, анчах лешӗ унӑн аллине сирсе ячӗ. — Тавтапуҫ сире, манӑн ӑна ним хатӗрленмесӗр, мӗнле выртнӑ, ҫавӑн пек курас килет. Анчах та кунтан хӑй ҫуттипе илӗртекен чӳрече инҫе. Манӑн тарҫӑ — эпӗ Емелька Пугачев патӗнче пулнине те, тӑшман мана хӑшпӗр парнесене панине те пытарман, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл эпӗ сутӑнса патшалӑха хирӗҫ кайни тӗлӗшпе нимӗн те илтменнине тупа тусах каласа панӑ. Пур пулӗ, тен, телейлӗ кунсем те, анчах, паллах ӗнтӗ, эрнекун мар. Эпир ҫывӑртӑмӑр. Ҫук, эпӗ мар, йӑмӑк ҫывӑрчӗ, эпӗ куҫа уҫса, атте пуринпе те сывпуллашни ҫинчен, унтан мӑнтӑр приставпа унӑн матроска тӑхӑннӑ пӗчӗк ывӑлӗ ҫинчен шухӑшласа выртрӑм. Эпӗ ӑна губернатор садӗнче курнӑччӗ. Ҫав ача виҫӗ кустӑрмаллӑ велосипедпа ярӑнса ҫӳретчӗ. Эх, мана пулсанччӗ ҫавӑн пек велосипед! Анне килсен ҫеҫ эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, тӗне хирӗҫле пропагандӑна анлӑн сарса яр унта! Хастар паттӑрсен пылак тупӑшӗ пула-пула тӑнӑ вӗсем!.. Эпӗ кӑштах пӑлханнӑ пек пултӑм, ара эпӗ ӑна ҫилентерес тесе ларман-ҫке-ха. Театрта эсӗ пӗрмаях ҫывӑратӑн тата нимӗҫле те начар ӑнланатӑн. Лантенак вӗсем ҫывӑхах ҫитмесӗр пеме чарчӗ. Тен, хӑй пекех, нимӗҫ тылӗнчен тарса фронт линийӗ урлӑ каҫма шутлакан вырӑс ҫыннисем пуль? Ҫапла, чӑтӑм ҫук иккен сан! Терек леш енчен уяв курма килнӗ хӗрлӗ сухаллӑ икӗ чеченец, ҫара уран, хӑйсен пӗлӗшӗн ҫурчӗ умӗнче кукленсе ларнӑ та пӗчӗк чӗлӗмӗсене ытла та тирпейсӗррӗн паклаттарса, суркаласа халӑх ҫине пӑхаҫҫӗ; пӑхаҫҫӗ те пыр тӗпӗнчен хӑвӑрт тухакан сасӑпа сӑмах перкелешсе илеҫҫӗ. «Аркадий Николаевич ӑҫта-ха?» — ыйтрӗ Анна Сергеевна, вӑл сехет ытла никама та курӑнманнине пӗлсен, ӑна чӗнме ячӗ. Сӗтел ҫине апат хатӗрлекен ҫын хӑймаллӑ чей тата кӗмӗл подноспа пӗчӗкҫеҫ крендельсем илсе кӗчӗ. — Эсӗ хӑвах каларӑн-иҫ. Озеров тем тӑвасшӑнччӗ, темскер ярса илесшӗнччӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ. Вӑл сасартӑк хӑйсен ушкӑнӗнчен уйрӑлчӗ те, леш Автоматчик тенӗ ҫерҫи пек кашни самантрах каялла тапса сикме хатӗр пулса, Мересьев патнелле хӑяккӑн, асӑрханса утса пыма пуҫларӗ. — Ҫук, — тесе тавӑрчӗ ӑна тепри, — ку ҫав упшура хырӑмран тӑрслаттарнӑ тупӑ йӗтри; анчах вӑл ӑна хырӑмӗнче ҫӗртсе кӑна ӗлкӗреймен. — Кусем абрексем-и? — ыйтрӗ Оленин. Таса пулсан, хӑрамалли сахалтарах: чир-чӗр ермест. — Ӑна шӑнкартса ҫитерес ҫук. Тӗлӗкре вӑл хулана каймалли ҫул ҫинчи сарӑ хӑйӑр тӗмине курчӗ. Ҫакна каланипе пӗрлех вӑл Челкаш ури умне, ҫумӑрпа исленнӗ хӑйӑр ҫине чӗркуҫленсе, пуҫне ҫӗре пӗкрӗ. «Турӑҫӑм, мӗншӗн эпӗ ӑна мӑшӑр пулма тивӗҫ мар? — шухӑшларӗ вӑл Голышевӑн сӑмахӗсем пирки. «Сывӑ-и, Миняич, — терӗ Полутыкин господин. Огнянов кашни ярса пусмассерен ҫакӑн пек ушкӑнсемпе тӗл пулать, хушӑран вӑл ҫӗр ҫинче выртакан ҫурри вилнӗ-ҫурри вилеймен хӗрарӑмсенчен такӑна-такӑна иртет; лешсем пулӑшу кӗтсе акӑш-макӑш кӑшкӑраҫҫӗ те, анчах вӗсене никам та пырса тӑратмасть… Кам ӑна курман, ҫав ӑна пӗлмест: Каналетти те, Гварди те (ҫӗнӗ живописецсем ҫинчен каламастпӑр та) — кӗмӗл янӑранӑ пек сасӑпа чӳхенсе тӑракан ачаш сывлӑша, ҫывӑхрах пулни те инҫетре пек, инҫетри те ҫывӑхра пек курӑннине, ҫак акӑш-макӑш илемлӗ йӗрсене тата куҫ умӗнчех ирӗлӗкен тӗссене сӑнласа кӑтартма пултараяс ҫук. Пурӑнӑҫран юлас мар тесе пурне те тӑватӑп пек туйӑнать: хресченсене вырӑнаҫтартӑм, ферма турӑм, мана ӗнтӗ пӗтӗм губернипех хӗрли тесе шутлаҫҫӗ; вулатӑп, вӗренетӗп, пӗр сӑмахпа каласан, хальхи пурӑнӑҫ ыйтӑвӗсемпе тан пыма тӑрӑшатӑп — вӗсем акӑ мана юррӑма юрласа пӗтернӗ, теҫҫӗ. Ҫапла, вӗсем пӗр ҫуртра, пӗр камерӑра мар пулин те. — Эсӗ пӗлетӗн-и, юха сӑмса, уншӑн мӗн пулать? Анчах мӗн тӑвас-ха! Кусем вара кулса илеҫҫӗ те ҫакаҫҫӗ, кайран вара — каллех кулаҫҫӗ. — Хӑҫан вилнӗ терӗр-ха эсир ӑна? Унӑн шурӑ-кӑвакрах, тӑрӑхларах пичӗ вӗттӗн чӗтрет. Задача паллӑ-и сана? — Апла пулсан — ан шарла! Володя та ҫаплах шухӑшларӗ пулас, вӑл ҫӳҫе кӑтралатнине пӑсма хушрӗ, апла тусан та ҫаплах япӑххине курсан, вӑл ман ҫине тек пӑхмарӗ, Корнаковсем патне ҫитичченех чӗмсӗррӗн те салху ларса пычӗ. Унтан чӗркуҫленсе ларчӗ те, Говэн аллине хуллен ҫӗклесе, хӑй тути патне илсе пычӗ. Павел, яланхи пекех, стаканри сахӑра вӑраххӑн, тӑрӑшса пӑтратса ларчӗ, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫине, хӑй юратнӑ ҫӑкӑр сӑмси ҫине, тирпейлӗн тӑвар сапрӗ, Хохол сӗтел айӗнче урисене хускаткаларӗ, — вӑл хӑйӗн урисене нихҫан та часах майлӑн вырнаҫтараймасть, — ҫав вӑхӑтрах, стаканри шыв ҫинчен маччана, стена ҫине ӳкнӗ хӗвел ҫути выляса тӑнине пӑхса, хӑй ҫинчен каласа ларчӗ: — Пӗр вунӑ ҫулта пулнӑ эпӗ ун чухне, манӑн хӗвеле стаканпа тытас килчӗ. Пӗчӗкҫӗ мотор, — ӑна кӗсьере вырнаҫтараятӑн, — шурӑ металл пӗрчисемпе «апатланать», вӗсем вара электричество хӗлхемӗ тухсанах хӑрушӑран та хӑрушӑ хӑватпа пайланма пуҫлаҫҫӗ. Тахӑшӗ тата, ҫемҫелсе кайсах, ҫакӑн пек каласа кӑтартнӑ: — Пирӗн чӑн ҫӗре куҫнӑ ҫыннӑмӑр ҫапла тӑватчӗ: пӗр пӗчӗк чӗл семушка касса илетчӗ те ну-умай кӑна пӑрӑҫ сапатчӗ, тепӗр чӗлӗпе витсе хуратчӗ, вара, черкке хыҫӗнчен, вӗлт кӑна антарса яратчӗ. Эхер те турӑ ман корпуса хам ертсе пынине ҫапӑҫма хушать пулсассӑн, — генерал куҫӗсем мӗлтӗр-мӗлтер вылянчӗҫ те куҫҫульпе ҫуталса илчӗҫ, — пӗлсе тӑрӑр, капитан, пӗрремӗш хӑрушӑ ӗҫех сире шанса паратӑп, халӗ вара, господасем, ман хисеплӗхӗм-с. Эсир ирӗклӗ, сире тепӗр хут курма та хавас, анчах урӑхла йӗркеллӗхпе. Ултӑ кунран Артём каҫхине киле таврӑнчӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн ним чӗнмесӗр йытӑ пек итлесе утса ҫӳреме хатӗр пулнӑччӗ, ӑна ҫеҫ час-часах курасчӗ, вӑл юрланине илтесчӗ. Эпӗ сана юлташ мар… Эпӗ Сан-Лоренцӑна ҫитсен, мана валли костюмпа грим шырана вӑхӑтра, кӑшт канма пултаратӑп. Эпӗ ун патне кайрӑм. Унӑн нимӗншӗн те хӑрамалли ҫук, имӗш. Сирӗн район станицине тытса илетпӗр, милицие тата коммунистсене хваттерӗсенчех пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӗтеретпӗр, малалла вара ҫулӑм ҫилсӗрех асса кайӗ. Тепӗр икӗ кунран ӑна Харьковри хирурги институтне ҫитереҫҫӗ. Эсӗ вӗреннӗ йӗкӗт, ҫавӑнпа та хӑв ҫамрӑкки ҫине ярас ҫук, сан ҫамрӑклӑху иртсе кайнӑ ӗнтӗ, хӑвӑрт кайнӑ тата — хӑваласа та ҫитеймӗн, каялла та тавӑраймӑн. Эпир ҫав тинӗсри тискер кайӑксен кӗтӳне курсан, тӗлӗнсе хӑрасах кайрӑмӑр. Кораблев епле пирус туртнине пӑхса тӑтӑм, кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫне сӗнкрӗ вӑл, вӑрӑм урисене тӑсса ячӗ, хӑй вӑл епле таса чӗререн Марья Васильевнӑна юратни ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ, унӑн юратӑвӗ ӑнӑҫман, ҫапах та вӑл ӑна асӗнчех тытса тӑрать — ҫавӑнпа иккен ҫак иртнӗ ҫулсенче Катя пурнӑҫне те ырӑ кӑмӑлӗпе сыхласа тӑрасшӑн пулнӑ вӑл. — Джемма синьоринӑран. Вӑл пичет ҫине уксах ыйткалакана король ҫӗр ҫинчен тӑма пулӑшнине ӳкернӗччӗ. Вӑл мана каллех йӑлт ҫӗнӗ тум тӑхӑнтартрӗ. Эпӗ вара кунӗпе тарласа, ал-урана ҫыхнӑ пек ҫӳретӗп. Суранпа пурӑн, хӑв юнна умран юличчен, тӑраниччен ҫӑт, унтан кӑнса вырт!» Унӑн сирӗн тухтӑрпа юрату пуҫланнӑ, вӗсем ӑна пытармаҫҫӗ, а эсӗ мана кӗсен-ҫӑпана пытарнӑ пек пытаратӑн, эпӗ чалӑш-чӗлӗш е курпун пулнӑ пек, вӑтанатӑн, анчах та эпӗ — пӗртте чӑлах мар… — Урӑхла юрамасть, Андрей Петрович. — Пур контакт! Хӑш чухне вӗсене Лорбрульгруда, тӗлӗнмелле япала пек карҫинккасемпех илсе пыраҫҫӗ. Малтан вӑл ӳсӗрнӗ чух кӑна юнлӑ сурнӑ пулсан, халӗ ун пырӗнчен юн пӑрӑхран юхнӑ пек юхма пуҫларӗ. Ҫапах та, мӗнле шӑрӑх. — Ялава антармалла-и? — тӗлӗнсе кайрӗ капитан. Сирӗн йӑли ҫавӑн пек пулмалла ӗнтӗ: порцие икӗ хут ӳстерме ирӗк парсан, эсир ураран ӳкиччен кӳпсе тултарма хатӗр, Христос тӗнне тытакан ҫар тӑшманӗ вара сирӗн шӑлавара хывса илме кӑна мар, сире питрен сурма та пултарать, эсир ҫапах та илтместӗр». Атте мана самантлӑха та куҫран вӗҫертмест, ниепле те тарма май ҫук. — Ҫук, ҫавӑн пек тума кирлӗ мар пулӗ. — Эпӗ те, — терӗ майор. — Юлташӑмсем, — терӗ Паганель, Роберта аллинчен тытса, — нимӗн тума та ҫук, йывӑр та килӗшесех пулать… Вӑл хӑй пуҫӗнче: офицершӑна суд урлӑ чӗнтерес-и е килне кайса ӗҫ ҫинчен хамӑнах каласа парас-и тесе шухӑшлама пуҫларӗ. Халиччен кӗртен пытанса ларнӑ ӳсентӑрансем тӗссӗрленнӗ, ҫу кунӗсен юлашки сӑрӗсене те пуҫтарса кайнӑ-мӗн вӑл. — Районтан! — чухласа илчӗ те Яша, телефон патнелле ыткӑнчӗ. Ку ҫырӑва ҫавӑнтах Марья Ивановнӑна та кӑтартрӑм. Вӑл ӑна — лайӑх, ӗнентермелле те чӗре патне пымалла ҫырнӑ, тесе пахаларӗ; ҫыру хӑй ӗҫне тӑвасси енӗпе иккӗленмелли ҫуккине шанса, вӑл хӑйӗн чечен чӗрине пӗтӗм ҫамрӑклӑхпа, юрату шанчӑкӗсемпе тапма ирӗк пачӗ. — Эсӗ мана юратмастӑн, эсӗ манпа нимӗн ҫинчен те калаҫмастӑн, мана йывӑр чул пек пусса выртатӑн кӑна, пӗтӗмпе те ҫавӑ ҫеҫ! — Темӗн, ҫывӑрать-ши ку ултавҫӑ? Ҫук, кунта тем урӑххи!» Мана вӑл вӑрламастӑп, туртмастӑп, ҫынсене кӳрентерместӗп, кахалланмастӑп, ӗҫке ермӗп, ҫынсемпе вӑрҫмастӑп, ҫапӑҫмастӑп тесе сӑмах партарчӗ. Тархасшӑн, пӗр минутлӑха та пулин. Хӗлӗхсем янӑравлӑ, уҫӑ сасӑпа юрласа ячӗҫ. Виҫҫӗшӗ те куштанла кулса ячӗҫ, хӑйсен енне ыттисене те илӗртрӗҫ. — Пуян мар. Хитре, вӑйлӑ ҫын, вӑл хӗрарӑмсене питӗ килӗшнӗ, вӗсем ӑна аптӑратсах ҫитернӗ. Ӑҫталла ҫак эсир? — янарарӗ ун хыҫӗнче Александра Петровнӑн хаваслӑ та уҫӑ сасси. Ку йывӑрлӑхран ӑна кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ май ҫӑлса кӑларчӗ: кил пӑхаканӗ Ситников килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асар-писер тӑвӑллӑ ҫумӑр тапранса кайрӗ. Геройсен ячӗсем хушшинче Павел хӑйне ҫывӑх ята, Игнат Панкратовӑн ятне илтсе савӑнать. — Кухарка ывӑлӗ, — терӗ уншӑн Корчагин. Никам та калаҫмарӗ, пурте ун ҫине кӑмӑлласа пӑхрӗҫ. Пӑван ҫав аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Хӗвел ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн кайӑксем нумайтарах, вӗсем чӗвӗлтетни те савӑнӑҫлӑрах. «Тӑхта-ха, пиччем, питех ан васка», терӗ шухӑшсенчен хӑтӑлнӑ художник, правур купец чӑнласах икӗ картинӑна пӗрле ҫыхма хатӗрленине курса. Хам эпӗ, сивӗ тытнӑ пекех чӗтретӗп, анчах сӑмах калама пултараймастӑп. — Авӑ! — терӗ Лукашка. Анчах суту-илӳре тӳррӗн ҫӳреме пӗрре те юрамасть, политика кирлӗ кунта. — Мана пӗр вунӑ минута кӗтӗр! Ун чухне эпӗ сана питӗ кирлӗ пулма пултаратӑп. Июлӗн 17-мӗшӗнче Мускава пытӑмӑр — асран кайми кун! Эх, Павлушка ҫук, ҫавӑ шел! Унтан, ирхи апат валли пулӑ тытас тесе, вӑлта ятӑм. Хӑй ҫав хушӑрах кӗнекесене, тӗркем хыҫҫӑн тӗркем кӑларса, ҫак тӑвансен аллине тыттарчӗ. Гретхена профессор пӳлӗмне ҫавӑтса кайрӑм. Алексейӗн хурчӑканни пек куҫӗсем: пур ӗҫсем те питӗ лайӑх пыраҫҫӗ, малашне те ҫавӑн пекех лайӑх пулӗҫ, текен ӗненӳпе ялкӑшса тӑнӑ. Хурахсем — иккӗ те пулать! — Ҫук. «Шотланди» мар. Полина та ку телейлӗ ӗҫ пулнипе килӗшрӗ. Анчах та эпир ывӑннипе парӑнса е часах пӗчӗк ҫӗнтерӳ пулассине шанса кая юлатпӑр пулсан — ку вӑл начар вара, ку хамӑр ӗҫе сутнӑ пекех пулса тӑрать! — Эпир иртсе тухнӑ ҫул-йӗр пӗчӗк ҫулах мар, ачам. — Музыкӑпа киленессине шута илмесен, йӗркеллӗ хӗрарӑм ҫав ҫынра мӗн те пулин лайӑххине тупать-и вара? Тепӗр тесен, кирлӗ-и, ҫав ҫынпа урӑх нихҫан та тӗл пулмастӑп? — Крымра, Врангель фронтӗнче. Пирӗн обществӑра хӗрарӑм мӗнле вырӑнта тӑнине шута илсе хӗрарӑма мӗнле вӗрентсе ӳстерме хушаҫҫӗ, ӑна та ҫавӑн пекех вӗрентсе ӳстернӗ пулнӑ. — Ыран-ҫке! Ӑшшӑн лӑпкаса сӑтӑрать патша ун куштӑрканӑ пӗчӗк аллине. Географ панӑ ыйту пурин кӑмӑлне те хускатрӗ. Мӗнпур экипажа тӑхӑр уйӑх хушши асаплантарнӑ документсен тупсӑмне пурте пӗлесшӗн пулчӗҫ. Озеров капитан вӑхӑтлӑха ним курми пулчӗ. Сӑмахласа малалла утнӑ хушӑра вӗсем стенасем ҫинче нимӗн ҫырни те ҫук ҫӗрелле хӑйсем епле пырса лекнине те асӑрхаман. — Хам ирӗкпех, — тавӑрчӗ Оленин, — сирӗн вырӑнсене курас терӗм, походсенче ҫӳресе пӑхас килчӗ. — Укҫине тӳрех парса тататӑр-и? — пӗлесшӗн пулчӗ Разметнов. Ҫавӑн пек чарӑнса тӑни вӗсене пурне те ҫӑлнӑ. Вӑл силленсе илчӗ. Часовой вӑл… часовой… ҫын… ӑна никам та тӗкӗнеймест… — чӗлхи ҫине мӗн килнине пере-пере ячӗ тутар. Сӗмре сӑх тӑшман шӑвӑнать. Эп ватӑ. Эп вӑйсӑр. Эпир утрав тӗлне ҫитсе те пыраттӑмӑр, сасартӑк сулӑ хӗрринче хунар тытнӑ ҫын курӑнчӗ. Ҫук, ӑна кӗтсе тӑма юрамасть, — эпӗ сулӑ ҫинчен хӑвӑртрах шыва сикетӗп те утрав еннелле ишме тытӑнатӑп. Ҫук, вӑрҫӑччен малтан Ромашов луччӗ Германие ҫар пшионӗ пулса каять. Халӑх представителӗ пулма вӑл тери тӑрӑшакан ҫынсем хӑйсен пур шикӗсемпе тӑкакӗсемшӗн, ҫемҫе чӗреллӗ пӑсӑк кӑмӑллӑ монархӗпе унӑн асса кайнӑ министрӗсем майлӑ туса общество интересӗсене сиенлӗ ӗҫлесе пырса, ытлашшипех тавӑрас ӗмӗт пурри-ҫуккине король тӗпчесе пӗлесшӗн пулчӗ. Унпа юнашар Нечо Пиронков ларать, вӑл советник, шукӑль тумланса пынӑ Кирияк Стефчовпа пӗр май тем пӑшӑлтатса калаҫать, леш вара ӑна итлемесӗрех: ҫапла-ҫапла, тесе сӑмах хушкалать, хӑй Юрдан хӗрне, Лалкӑна, куҫ сиктермесӗр тенӗ пек кулкаласа пӑхать. — Сӑртсем урлӑ вӗсем пуррине сисмесӗр каҫса каяс тесен, питех те арпашса каймалла пулать. Эпир тӳпене ҫавнашкал сӑн-сӑпатлӑ курнӑ самантра пирӗн ӑшра та лӑпкӑ, таса туйӑм вӑранать. Чи вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче те вырӑнтан хускалман, кукӑр-макӑр та шӗпӗнлӗ тамариск йывӑҫҫисен турачӗсем чулланса хытса ларнӑ япаласем пекех. Кӗҫех акӑ эпир те тӗл пулатпӑр. — Анчах та — чи япӑххине кӗтсе илме хатӗрленес пулать, — терӗ те Нестеренко, хӑйне уссийӗнчен тытса ун вӗҫӗсене шыҫмак хӑлхисем патнелле ҫӗклерӗ, унпа пӗрле унӑн ҫӳлти тути те ҫӗкленсе сарӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ. — Нимӗн те ӑнланмастӑр эсир! — кӑнттаммӑн пӳлсе лартрӗ ӑна Соломон. Мӗнле-ха унӑн ывӑлӗн уттине инҫетренех уйӑрса илес мар? Монтанелли чӳрече сакки ҫине хунӑ аллине чӑмӑртаса тытрӗ. Салтаксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ырӑ кардинал ҫилленнине вӗсем нихҫан та курманччӗ-ха. Ачасене ҫырма, амӑшсем, колхоз правленине ирхине, апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе пӗтерсен, ултӑ сехетрен пуҫласа пырӑр. Комендант шоферӗ вӗсене хӑйсен ялавӗсем ҫине ҫӗнтерӳҫӗ ҫӗршывсен ялавӗсене банкӑри сӑрӑпа ӳкерсе хума пулӑшать. Ҫавӑнтанпа вара вӑл шухӑш хытӑран хытӑ вӑйланса пынӑ. — Апла, ӑва часрах аяла илсе ан, аттӳ сан пирки поезда ӗлкӗреймӗпӗр, — терӗ. — Мӗнлеччӗ-ха ҫав… акацисем. Мишка хуҫи хӗтӗртсе кӑшкӑрать: — Ҫирӗм пилӗк тенкӗлле тавлашатӑп! Ҫенӗкрен икӗ понятой — ватӑ Тверяков литейщикпа ун патӗнче хваттерте пурӑнакан Рыбин кочегар, тӗреклӗ хура арҫын, кӗчӗҫ. Сывлӑш пит таса, ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫӗ енчен пире май вӗрет. Манӑн инструктор — шкул начальникӗ, вӑл хӑех хуҫалӑхпа материальнӑй пайӗн заведующийӗнче те ӗҫлет. Ватӑ летчик вӑл, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчех вӗҫсе курнӑ. Питӗ уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын хӑй, тӗрлӗ-тӗрлӗ историсене юратать вӑл, вӗсене сехечӗ-сехечӗпе каласа парать. Вельбот сӑмсинче халӗ пӗр пушӑ вырӑн ҫеҫ — ӑна Халл капитан йышӑнмалла. Ӑна аяла туса хӑвараканӗ тата юрату тӗлӗшӗнчен те унпа ӑмӑртаканӗ пулнӑ, ҫавна тӳссе тӑма пултарайман вӑл. Шурлӑх нумай унта. Тарать! — Носкова-и? — хуллен, хӑраса ыйтрӗ Яков. Юханшыв хӗрринче нумай-нумай ризофор — мангр йывӑҫӗн пӗр тӗсӗ — хӑйӗн Индири тӑванӗсенчен чылаях уйрӑлса тӑраканскер, шыв ҫинелле усӑнса ӳсет. Аялта, чӳрӗче айӗнче, ӑшӑ, авӑк, анчах ним сассӑр ҫил темле лутра тӗмсен хура ҫулҫисене вӗлтӗр-вӗлтӗр хускантарчӗ. Эсир ман плана ҫаплах хирӗҫ тӑратӑр пулсан, малалла мӗн тӑвас пирки мана канаш парӑр, сире эсӗ пысӑк тав тунӑ пулӑттӑм, чӑннипе каласан, эпӗ ним тума та аптӑраса ҫитрӗм. Ӑна килӗшетӗн пулсан — тата ытларах парать… Николай Антоныча пӗр Левитана кӑна паман пулас ҫав, мӗншӗн тесен столовӑй темле пушанса юлнӑ. Ҫитменнине ҫав ылханлӑ Обердофер тата калама хӑять… Ҫапла ӳпӗнсе ларнипех вӑл кофӗ ӗҫме тытӑнчӗ, кунта мӗн сӑмахланине итлеме пикенчӗ. Ун чухне Карл Иваныч чӗререн калаҫнине эпӗ ҫирӗплетсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑллине пӗлетӗп; анчах унӑн счёчӗ сӑмахӗсемпе епле килӗшсе тӑнине эпӗ ним пӗлмесӗрех юлтӑм. Пирамида никӗсӗ тӗлӗнче, лапамра, ҫунатлӑ ылтӑн вӑкӑр тӑрать, — этем сӑнӗллӗ, арӑслан уриллӗ. Ун айӗнче сӳнми вут ҫунать. — Пӗлетӗп эп, — пӑшӑлтатнӑ Фома, хӑйне ним маррӑн туйса, тата ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн вырӑнне хисеплӗн утса таврӑнакан Смолин сӑн-пичӗ ҫине пӑхса. Вӗсем ҫӑлӑнаяҫҫӗ-и е пӗтеҫҫӗ-и. Эсир, подпоручик, служба ҫинчен мар, ытларах хӗрарӑм хӳри пирки шутлатӑр-с. Вальссем ташлатӑр? Манӑн лаша мӑйне Акимка Бесхлебнов сӳрене кӳлсен сӳсменпе шӑйӑрттарса пӗтернӗ, куртӑм та эпӗ — ҫавӑншӑн пӗр талӑк хушши апат анмарӗ… — Мӗн? — Ара, ку Гарви Уилкс-ҫке. Чан ҫапакана кӑштах хӗрхенмӗр-ши? — паҫӑрхи пекех йӑпшӑнчӑк сасӑпа ыйтрӗ вӑл каллех. Анчах вӗсем ҫаплах пирӗн тавра сиккелесе кӑшкӑрчӗҫ. Майӑн 4-мӗшӗнче вӗсем ӑна Чарльтон Говитӑн брюнер кӳлли патӗнчи лагерне ҫитернӗ. Сӑмахӗсем пӗрпеккӗн тӑсӑлса, ҫӗленсе пыракан ҫип пек вӑрӑм сӗвем пулаҫҫӗ, унтан сасартӑк васкавлӑн вӗҫсе тухса, хура шӑна ушкӑнӗ сахӑр катӑкӗ ҫинче вӗҫсе ҫаврӑннӑ пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ. — Юрать, юрать, учитель, халь иртет ӗнтӗ, хӗн курасси иртсе кайрӗ, инкекрен ҫӑлӑнса тухрӑмӑр… Унӑн сӑмси ҫине ют ҫын алли выртрӗ. Ҫав ҫын пӳрнисем шӑйӑрӑлса пӗтнӗ шӑл тунисем хушшинчен ним тутӑсӑр тимӗр ҫӑварлӑха меллӗн те тирпейлӗн вӗҫертсе илчӗҫ. Ҫакӑншӑн хӗпӗртенӗ лаша тӳрех утӑ ҫине тӑрӑнчӗ. — Королева мар-и ҫав хӗр? — Мӗнле улпут майри? — Питӗ те кӑмӑла кайрӗ, пуринчен ытла юлашки пайӗ. — Ан. Вӗсем ҫав тӗрексене палӑртса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫавсене саккун йӗркипе ҫирӗплетеҫҫӗ. — Мюльредипе мӗн тӑвӑпӑр? — тесе ыйтрӗ Элен. — Эсӗ старост, — каллех ӑнлантарма тапратрӗ Квейс. — Пӑтраштармарӑн-и эсӗ? Сӑртсен хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑмӗсене каҫ тӗттӗмӗ майпенех хупӑрласа пырать. Хӗвеланӑҫ енчи сӑртсен умӗсенче кӑнтӑр ҫути халь те пӗтмен-ха. Чуллӑ ҫӗрсемпе пӑр куписем, хӗрлӗ ҫутӑпа ялтӑраса, хӑйсен илемӗпе куҫа ҫисе тӑраҫҫӗ. Ҫурҫӗрелле лутраран-лутра сӑртсем йӗркеленсе тӑраҫҫӗ, вӗсем кукӑр-макӑр линипе пӗрлешнӗ те ҫав лини такамӑн чӗтрекен алли карандашпа туртса илнӗ пекех туйӑнать. Тӗрӗссипе каласан, ҫав вӑхӑтра Каррье республиканец та никама хӗрхенмен ҫын пулнӑ. — Акӑ кам кӗтет иккен мана — Кораблев юлташ, — терӗ вӑл, — пӗччен кӑна та мар иккен-ха, ывӑлӗпех. Вӑл мана нимӗн те каламарӗ. — Эсӗ ҫав. — Ыран ҫак вӑхӑта, кӑшт та кая мар. Горизонт ҫинче ҫавӑнта пысӑк ҫурла йӑлтӑраса тӑрать. Мӗн япала-ши вӑл? «Акӑ, вилӗ вӑрлакансене асӑнмалӑх пулнӑ-ха!» Ҫитменнине тата Паринье еннелле турттарса каяҫҫӗ, унта Тург замокӗ, апла-тӑк, пусма замока тапӑнмашкӑн кирлӗ пулнӑ. Ҫӗр мӗн тери пуяннине, ун ҫинче тӗлӗнмелли чӗр-чун мӗн тери нумаййине пӗлес пулсан, мӗн чухлӗ савӑнӑҫ илӗччӗ ҫын. Пурте — пуриншӗн, кашни — пурин валли, — ҫапла-и? — Ахалех килнӗ пулӑттӑм-ши эпӗ кунта? — терӗ те вӑл пӑшӑлтатса, ун икӗ алли те сак ҫине усӑнчӗ. — Ҫапла… Хушӑран картишне ҫӳренӗ чухне чӑх-чӗп вити пушаннӑ пек курӑна пуҫларӗ. Ҫав вӑрманӑн сӗм чӑтлӑхӗнче уксах Мускетон вӑрӑ-хурах пурӑннӑ. Кунта мӗн чухлӗ ҫын вӗлерни ҫинчен шухӑшласан, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрать. Дик Сэнд ҫырса пынисенчен Ӗнерхи аслатиллӗ ҫумӑр иртсе кайрӗ пулсан та, тӳпене пӗлӗтсем каркаласах тӑчӗҫ-ха. Унччен тул ҫутӑлать; пулӑшу ыйтнӑ чух тӑванусене пӗр вӗрилентерсе, пӗр шӑнтса пӑрахать те. Савӑнӑҫ-и вӑл маншӑн? Икӗ ҫул каялла эпӗ Дрейна Дэланепе пӗрле ҫапӑҫма хатӗрлерӗм. Епле пурӑнатӑн эсӗ, Моссевна? — тесе ыйтатӑп эпӗ унтан. Анчах пуринчен ытларах вӑл акӑ мӗнрен тӗлӗнчӗ: мӗнле-ха вӑл ӗнер паянхи пек пулма пултарайман? Чӑнах-ши? Вара куҫа курӑнман шӑнана алӑпа сулса хӑваласа калать: — Давид патшах, астӑватӑн-и, каланӑ: «ӑссӑр ҫын хӑй ӑшӗнче каланӑ: турӑ ҫук, тенӗ», — ав ҫавӑн чухне ӗнтӗ ӑссӑр ҫынсем ун ҫинчен каланӑ! Николай Антоныч, ним калайман енне, аллисене сарса ячӗ. Ҫури юнашар пулни кита тытассине йывӑрлатнине Халл капитан пӗлет. Унтан хӗвеланӑҫнелле пӑхса илчӗ. Ӗҫмелли вӑхӑт мар халь. Саншӑн вара — мана итлени кирлӗ… — Ҫавӑн пек туйӑнать мана. Ҫухалнӑ шӑлнӗшӗн хуйхӑрни юратнӑ ҫынӗшӗн ӑш вӑрканипе пӗрлешсе кайнӑ. Уэлдон миссис хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те тӑнсӑр пулса ӳкрӗ. Амӑшӗ судьясем ҫине тинкеререх пӑхнӑҫемӗн ҫак илемлех мар, тӗлӗнмелле шухӑш уҫӑмлӑрах та уҫӑмлӑрах палӑрса пычӗ. Сивӗ те йӗпе пӳрнесем унӑн аллисенчен ярса тытнӑ, тӗксӗм куҫсем ун куҫӗ умӗнчех ялтӑраса кайнӑ… Хам ҫумра пурлӑ-ҫуклӑ апата сыхлас майпа виҫӗ кун хушши эпӗ тӗрлӗ устрицӑсемпе тата шапа хуранӗсенчи шӗвек япалапа тӑранса пурӑнтӑм. Хам телее пула, эпӗ ҫӑл шывӗ юхакан пӗчӗк ҫырма тупрӑм, унӑн шывӗ мана вӑй кӳртрӗ. Эсир куратӑр, унӑн ҫӳллӗшӗ ултӑ фута яхӑн ҫите пырать, ку ҫын, паллах, Кавказ ӑрӑвӗнчен пулнӑскер; эпӗ тата тӗллӗнрех калама та хӑятӑп; вӑл Индипе Хӗвеланӑҫ Европа хушшине саланнӑ Иафет ӑрӑвӗнчен пулнӑ этем. Унта вара вӑл тар тӗтӗмӗ тӗлне пулса та курӑнми пулать. Офицерсем пачах та ҫар ҫынни майлӑ тумланман ҫынсемпе пакӑлтатаҫҫӗ. Ҫав ҫынсем — пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ шалпар тумтир тата ҫавӑн йышшиех атӑсем тӑхӑннӑ сунарҫӑсем; кӗтӳҫсем, мексиканец костюмӗсемпе сарлака шӑлаварсем тӑхӑннӑ мустангерсем, хулпуҫҫисем ҫине тутӑр-серапэ витсе янӑскерсем тата пуҫӗсем ҫине йӑлкӑшакан хура шлепке — сомбреро — чалӑштарса лартса янӑскерсем. Черет ман пата та ҫитрӗ; вӑл вара ыйтрӗ: «Эсӗ мӗн пулнӑ?» «Мӗн тума? — ҫивӗччӗн хирӗҫленӗ Лиза. Патша ҫуртӗнче сайра хутра ҫеҫ вӗри апат параҫҫӗ. Ҫавна пула ҫеҫ эпӗ урана пӗҫертсе ямарӑм, анчах ман чӑлхапа йӗм пит вараланса пӗтрӗҫ. Король майри эпӗ вараланса пӗтнине курсан, чӑтса тӑраймасӑр кулса ячӗ, ҫапах вӑл карлик ҫине пит ҫиленчӗ. — Виҫминех хӑть. — Эх, эсӗ, ача мӗнле чӑрсӑрскер… — терӗ мака хуллентерех. Ҫулӗ тупӑнсан, кӑшкӑрма ан ман. Сутма ҫамрӑк та сывӑ арҫынсене, хӗрарӑмсене, ачасене суйланӑ. Пиншакӑн сулахай кӗсйинче картлӑ-картлӑ ҫийлӗ «лимонка» граната хыпашласа тупрӗ, сылтӑмминче винтовка патронӗсен тӑватӑ обоймисӗр пуҫне урӑх нимех те ҫукчӗ. Унашкал мар пек. Хамӑр ҫеҫенхире вил тӑприсемпе купаласа тултарӑпӑр, анчах нимӗҫе пӑчлантарӑпӑрах. Ачисем пулман унӑн. Павелпа Рита перрон ҫине кӗрес тесе кӑлӑхах тӗрткеленсе ҫӳрерӗҫ. Вокзалри пур алӑксене те пӗлекен Павел хӑйӗн юлташне багажсен пӳлӗмӗ витӗр илсе тухрӗ. — Хӑяматра ҫапкаланса ҫӳрет вӑл, — тенӗ Рамос. Ӑна ҫапӑҫу сахалтан та ҫур сехете пынӑ пек, бензин пӗтсе ҫитес пек туйӑннӑ. Анчах сехечӗ ку ҫапӑҫу пурӗ те виҫӗ минут та ҫурӑ ҫеҫ тӑсӑлнине кӑтартнӑ. Хӗрсем Ерошка мучирен кулчӗҫ. Вара пурте крыльца ҫине тухнӑ ҫӗре вунӑ сехетсем ҫитетчӗ. Юрамастчӗ-ҫке ун пек, мӗншен тесен Мери питӗ чипер хӗр!.. Ҫурҫӗрелле вӑтӑр миль Февралӗн 7-мӗшӗнче, ирпе ултӑ сехет ҫитсен, Гленарван ҫул ҫине тухма пӗлтерчӗ. — Юсанма килтӗр-и? Князь ун патне пычӗ те аллинчен тытрӗ, унтан, хӑйне хавасланнӑ пек кӑтартма тӑрӑшса, хӗре сӑмах хушрӗ. Кирек мӗн тӑвас пулсан та, ҫавӑн пек васкаса тӑвать вӑл. Прокофьича васкат-ха, атте, эпӗ халех таврӑнатӑп. Эсӗ — куратӑн!.. — сассӑрӑн пӑшӑлтатнӑ Игнат, сарлака кӑкӑрне аллаппипе хыттӑн чӑмӑрта-чӑмӑрта. Тухтӑр, ҫамрӑк ҫын йывӑр выртаканпа интересленнӗ пек, вӗҫӗмсӗр килкелесе кайрӗ. Унӑн арӑмӗ вылямалли япаласем пек пӗчӗк пӳллӗ пулнӑ, анчах унӑн пӗтӗм кӗлетки уйрӑмах темле палӑрса тӑнӑ, ҫавӑнпа та вӑл Якова чӑн-чӑн хӗрарӑм пек мар, Алексей тетӗшӗн юратнӑ сехечӗ ҫумне ҫыпӑҫтарнӑ, фарфортан тунӑ кӗлетке майлӑ туйӑнчӗ; вӑл кӗлеткен пӗчӗк пуҫӗ катӑлнӑччӗ те, ӑна кӑшт чалӑшрах ҫыпӑҫтарса хунӑччӗ; сехечӗ тӗкӗр лартмалли вырӑн ҫинче тӑнӑ та, статуэтка, ҫынсенчен пӑрӑнса, тӗкӗр ҫинелле пӑхнӑ. Ҫуркунне иртнине эпӗ сисмесӗрех юлтӑм. Сире картишӗнче никам те юратмасть вӗт, пурте мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, эсир ухмах теҫҫӗ тата сирӗн пӗр аяк пӗрчи ҫук теҫҫӗ… Акӑ вӑл ҫӳле таҫта ҫити хӑпарса кайрӗ те хура пӑнчӑ пек ҫеҫ курӑнать. «Ҫыртӑн-и?..» … хамӑн сӑмахсене, ВКП(б)-шӑн…» Кашни иртен-ҫӳрен ҫав пӗччен чуншӑн кӗлтуса илет, вилтӑпри ҫине хыҫалта тӗттӗмре мӗн курӑнми пуличченех ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать… Мӗне юрататӑп эп? Трилли, санӑн пыру ыратма пултарӗ. Бандитсенчен иккӗшӗ ӳкнӗ пек курӑннӑ ӑна. Челкаш ӑна, чӗнмесӗр, шухӑша кайса, куҫне хӗссе, тимлӗн итлерӗ. — Николай Артемьевич сире ман ҫинчен каласа пачӗ-им? — тесе ыйтрӗ те Шубин, унчченхи пекех кулкаласа, Стахов ҫине пӑхса илчӗ. Танк ӑна карт! туртса хӑпартса кайрӗ. Ыйхӑ килмест… — Коммунистсен хӑйсен куҫӗсене уҫмалла. Планетӑсем телескоп витӗр ҫаврашка пек туйӑнаҫҫӗ, ҫӑлтӑрсем ҫутӑ пӑнчӑсем пек курӑнаҫҫӗ. — Мӗн кирлӗ сана? — терӗ гармонист, ҫиленсе пӑхса. Луизӑн ашшӗ пекех, Кассий Кольхаун та Луиза юланутпа инҫете кайса ҫӳреме пӑрахнӑшӑн пит кӑмӑллӑ пулнӑ, — ҫӳреме чарассине пуҫараканӗ вӑл хӑй пулнӑ та-ха. Стойко пичче те, мӗскӗн, кӑшт кӑна укҫине панӑ пулсан ҫӑлӑнатчӗ… Карчӑк палтах кайса ӳкет, урӑйне ӗнсипе ҫапӑнать, ҫавӑнтах: «Пулӑшсамӑрччӗ, ырӑ ҫынсем! Анчах ку ыйтура килӗшме юраман: Пӑван хӑй кайнипе усӑ пама пултарнӑ, анчах, Джемма шухӑшӗпе ҫав усӑшӑн ҫавнашкал пысӑк хӑрушлӑха кӗме кирлӗ пулман. Гвоздева ҫак ҫырусем пурте ҫав тери кӗтмен ҫӗртен тата пӗр харӑс килни тӗлӗнтерсе иккӗлентернӗ, тата вӑл университетӑн медицина факультетӗнчи хӗрсем хӑйӗн вӑрҫӑри ӗҫӗсем ҫинчен ӑҫтан пӗлнине ӑнланайман. Чӑнах та, мӗнле суккӑр-ха вӑл! Ҫавӑн ҫав, пӗтӗм парти секретарӗн, Сталин юлташӑн. Шухӑшлӑр-ха, вӑл мана тӗртрӗ те каҫару та ыйтмарӗ, ҫинчен тата, каялла ҫаврӑнса, ман ҫине лорнетпа пӑхса илчӗ… Апла пулман ҫав; йӑлтах урӑхла ҫаврӑнса тухнӑ! Кӗсрӳне шеллесе ан тӑр, Яков Лукич! Ҫапла вара Лопуховсем хальтерех ҫеҫ ҫапӑҫу кӗрлесе иртсе кайнӑ вырӑна пырса ҫитнӗ. …Сайрарах чӑрӑш вӑрманӗнче пур ҫӗрте те ҫапӑҫу йӗрӗсем палӑраҫҫӗ. Дик Сэнд — ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна — Нью-Йорк штатӗнче е Нью-Йорк хулинчех ҫуралнӑ пулмалла. — Паллӑ, мӗнле пулӑшни: хӑв юратнипе, — асӑрханса каларӗ Дубцов, кулкаласа илсе. — Мэ, м-мэ! — тенӗ Синопа ҫав вӑхӑтрах. — Каларӑм вӗт эс киревсӗр ача тесе, — ҫилӗллӗн каласа хучӗ Иленька, унтан, тепӗр еннелле ҫаврӑнса, хыттӑн ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. Тӗлӗнмелле ӗнтӗ: хӗр йӑл кулнине курасшӑн пулса, арҫынсем ӑна комплиментсем каланине хирӗҫ хӗрӗ мӗн ответленине Кельхаун астуса тӑман. Чипер калани ҫук! Шуса аннӑ чухне вӑл кӑштах пуҫхӗрлӗн тирӗнмест. Сасартӑк Челкаш темскертен аллисемпе уртӑнчӗ те, сывлӑшалла ҫӗкленсе, хӳме ҫинче ҫухалчӗ. — Мӗне пӗлтерет? — вӗриленсе, чӗтренсе калаҫма пикеннӗ Маякин. Хӗр ман атте ят ҫапла ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн асӑннинчен, ӑна аттем лаша кӑмӑлпах парасса шанса тӑнӑ пек каланинчен эпӗ тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм.) Кунта мансӑр пуҫне хӑтана Обнизовсем патӗнчен килнӗ, анчах эсӗ хӗре ан ирӗксӗрле, вӑл хай кун-ҫулне хӑй тупать, факт. Наташа ун ҫине куҫне хӗсерех пӑхрӗ те, вӑл ҫапла тинкерсе пӑхни амӑшне иментерчӗ. Зеб Стумп ӑна хыҫҫӑн куҫпа пӑхса ӑсатнӑ. Чӑнах та, пичче хавасланнипе хама ыталаса пӑвса вӗлересрен хӑраса, эпӗ ӑна пӗр сӑмах та чӗнме хӑяймарӑм. — Хамӑн «ТАСС хирӗҫлесе пӗлтернине» паратӑп, — чакмасть официаллӑ сӑмах ҫавӑрӑнӑшӗсене тата калаҫури государственнӑй стиле юратакан Городцов. — Турра шӗкӗр, хӑвӑрӑн ҫӳҫӗрсем кӑвакарса та шуралса ларнӑ, ҫапах та ҫак таранччен ӑс кӗреймен иккен сире: ахаль шӑрпӑкпа тивертсен тухатмӑш ҫунса каяс ҫук. Пӗтӗмпех пӗлсе ҫитиччен — мана ан чӑрмантар. — Кунашкал шӑхличе кӗтӳ ачинче кӑна мар, Украинӑри пӗр кӗтуҫӗ аллинче те кураймӑн… Мӗнле ят хурасшӑн ӑна? — А, ваше благородие! — терӗ вӑл хаваслӑн. Эпӗ аран-аран, кӑвар тӑрӑх утса кайнӑ пек, каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр кухня урлӑ каҫрӑм та, унпа юнашар пырса выртрӑм. Э-э… эсӗ арӑм ҫинчен ыйтрӑн-и ҫак? Пӗррехинче, ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра вӑл Катьӑпа курнӑҫма кайнӑ та кӗпине вараласа таврӑннӑ; ашшӗ, ҫакна курсан, ӑна вараланчӑк, хресчен хӗрӗ, тенӗ. Елена хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑ — унӑн чӗрине хӑрушӑ та тӗлӗнмелле ырӑ туйӑм пусса илнӗ. «Тупата туршӑн тӗрӗс!» кӑшкӑрчӗҫ пӗчӗк ҫеҫ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, тӑм пек кӑвакарса кайнӑ Шлемапа Шмуль халӑх хушшинчен. Тутинчен тытнӑ… — Айванла хӑтланатӑн эсӗ, — терӗ Петр, шӑллӗ хӑйне темӗн чухлӗ ешчӗклӗ, касса чечеклесе пӗтернӗ пысӑк сӗтел парнелесен, анчах Алексей сӗтеле ал тупанӗпе ҫапса кӑшкӑрчӗ: — Юрлать! Кун пек япаласем урӑх пулас ҫук. Мускавра ӑна ӑнланса илнӗ ӗнтӗ! — Мӗнле мӗншӗн? Эпир авӑ, хӑш чухне хамӑрах ӑна кирлӗ пек майсем туса паратпӑр, акӑ, чӑх-чӗпсемпе хӑтланнӑ пек… Унтан пӗртак чӗнмесӗр ларсан, вӑл пӗр черкке эрех тултарнӑ та, ӑна ӗҫсе ярса, ӗнентерӳллӗн калаҫма тытӑннӑ: — Ӑна нимшӗн те шеллемелли ҫук, — тенӗ вӑл. — Эсӗ-и, Лука? — Килте, сударь, вӑл тумланать. Вӗсем пурте сан тӑрӑх чупкалама, чӑкӑл-макӑл тума тытӑнаҫҫӗ. Зинаидӑпа танлашсан, ӑна кӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ. Чӗлӗмне вӑраххӑн ӗмсе илсе, хӑй тавра ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантарса, Макҫӑм малалла каларӗ: — Калӑпӑр, хӑвӑн пуҫ тӗлӗнче аллуна сулсан, сывлӑшра эсӗ ҫур ункӑ тӑватӑн. Епле чусталанса кайнӑ вӑл! Ҫавӑн пек закона хирӗҫле хӑтланса, вӑл хӑй картин малти икӗ юпине ман ҫӗр ҫине кӗрсе лартрӗ, вӑл ҫӗр манӑн ӗмӗр манми аттем Перерепенко ывӑлӗ Иван Онисиевран хӑй виличченех хамӑн ята куҫнӑ, унӑн чикки кӗлетрен пуҫланса кинемейсем чӳлмек ҫӑвакан тӗле тӳп-тӳрех тухать. Малалла ҫӗр чӑмӑрӗн пур вырӑнӗсенче те тӗл пулакан тӗрлӗ йывӑҫсем хутӑш ӳснине куртӑмӑр: юманпа пальма ҫумӗнче Австралири эвкалипт Норвеги хырри ҫине таянса ларать, ҫурҫӗрти хурӑн Зеландири кавриспа пӗрле яркаланса ӳсет. Лайӑх ӗҫлерӗ! Манӑн, яланхи йӑлапа, танлаштару енне сулӑнма тиврӗ. Калама ҫук чаплӑ, техӗмлӗ пулчӗ вӑл, пӑхса ытармалла мар! — Кам ӑнланать… ҫав — ӗмӗрлӗхе каякан ӗҫ тумаллине туять. Вӑл мӗн чул шӑршлӑрах, ҫавӑн чул лайӑхрах ҫыпӑҫтарать. — Паллах, тӗрӗс! Маттур, судья! — кӑшкӑрса ячӗҫ пурте пӗр харӑс. — Пӑртак вулакалас-ха… — Кунталла, ман хыҫҫӑн, — тесе кӑшкӑрса янӑ Миките, хыттӑн сылтӑмалла кайса, вӑл Мухортыя тилхеперен ярса илнӗ те ӑна таҫта анаталла кӗрт ӑшнелле турта пуҫланӑ. — Епле ун майлӑ пулас мар-ха! — Малтан ҫитӗнсе ҫитмелле тесе хирӗҫлерӗ майор. Хыпарҫӑ вулама пуҫларӗ. «Асаплантарса вӗлерессине хӑратса асӑрхаттаратпӑр… Пурте сывлама чарӑнчӗҫ. Эсир мана ӳсӗр тесе шутлатӑр пуль? — Халь хваттерте мӗншӗн ҫав тӗрлӗ йӗркесӗр пулни те паллӑ ӗнтӗ. Унӑн ҫак ҫынсемпе пӗрле хулана каяс килмен. Нагульнов правление кӗмерӗ-и? — тесе ыйтрӗ. — Нагульнов пулмарӗ, — васкамасӑр хуравларӗ Островнов; хӑй ҫийӗнчех счетовод ҫине пӑхса илчӗ. — Ҫук, ресторана кӗрсе апатланӑпӑр. Килте никам та салтӑнмарӗ те, выртмарӗ те. Николай Петрович пиччӗшӗ патне пӗрмаях чӗрне вӗҫҫӗн кӗре-кӗре тухрӗ. Кунта, Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫинче, хӑшпӗр чухне вӗрӳ-суру туррисем ҫӳреҫҫӗ, теҫҫӗ… — Сирӗн ырӑ кӑмӑлӑр, турӑ кӗнекин Лука ҫырнӑ пайӗнче каланӑ пек, мӗнле сыпӑкраччӗ-ха вӑл, вунвиҫҫӗм… вунвиҫ… Тепӗр кунне, каҫхине, бульварта каллех егерсен музыки янӑрама пуҫларӗ, павильон патӗнче тата чечеке ларнӑ ырӑ шӑршӑллӑ акацисем хушшинче, аялта, каллех офицерсемпе юнкерсем, салтаксем, ҫамрӑк хӗрарӑмсем, праҫник чухнехи пек, уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Мелник кӑшкӑрашнине пӑхмасӑр хурахсем ӑна вӗренпе юпаран ҫыхма тытӑнчӗҫ. Никам та мар, хам кӑна. Ответ вырӑнне Артур старик ҫилленсе мӑкӑртатнине ҫеҫ илтрӗ. Ну, эпӗ те пӗлместӗп, апла пулсан, ӑна пусма юрамасть ниепле те. Каҫхине ҫичӗ сехет ҫитсен сасартӑк тӗттӗмленнӗ. Кӑвакӑн курӑнакан тӳпе хура пӗлӗтсемпе хупланнӑ. Хӗнеме пултаратӑп, тетӗн вӗт. — Кайӑрах, — хушса хучӗ вӑл; вара эпӗ вӑл баллсен тетрачӗ ҫине Иконина «тӑваттӑ» лартнине куртӑм. Ун пульли йывӑҫа пырса тиврӗ. Огнянова ҫыххине тыттарса, Рада ӑна аллинчен ҫавӑтрӗ те армантан тухнӑ ҫӗрелле ертсе кайрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл лайӑх хӗрача, анчах хӑйне ытлашши пысӑка хурать — кӑна пӗрре курсах пӗлме пулать. Бояркин Андрее урапа патӗнчен малалла, чӑрӑшсем хӳттинче халь те-ха симӗсрех ларакан лутрарах тӗмӗсем витӗр, пӗр ҫирӗм утӑм илсе кайрӗ. Ҫапла вара, господин герцог, сире хӑвӑра тата мана мӗн интереслентернине ҫак пакетра пӗтӗмпех тупатӑр. Валькӑна хӳтӗлекен турӗҫ, айӑплаканӗ хамӑрӑн воспитатель Суткин пулчӗ, председателӗ — эпӗ… — Унпа лайӑххи те аван, усалли те инкекех мар! Борт ытларах та ытларах ҫурӑлса пынипе корвет ӑшне шыв сӑрхӑнса кӗре пуҫларӗ. Темиҫе ҫеккунтран кимӗ ҫемҫен кӑна ҫыран хӗрринче ӳсекен симӗс курӑк кавирне пырса тӑрӑнчӗ. Тӗттӗмре вӑл карта ҫумне ҫитсе ҫапӑнчӗ. — Ҫук ҫав, — терӗ ученый, — пӗтӗм вӑрманӗпех пӑхса тухрӑмӑр пулсан та тӗл пулмарӑмӑр! Ку — мӗншӗн вӑл? — Ну-ка, вавилон тыткӑнӗн техӗмне астивсе пӑх, хе-хе-хе! Талькав чӗнмест. Вӑл Гуамини ҫине шаннӑ шанӑҫ пӗтмесӗрех хуҫӑлса ӳкме кирлӗ мар тесе шутланӑ пулмалла. Халӗ, вӑл Джемма ҫинчен шутланӑ чухне, ун куҫӗ умне ҫӑлтӑрсен йӑлтӑрккинчен тӑракан, ҫӳҫӗсем сапаланса кайнӑ Джемма тухса тӑмарӗ: — вӑл сак ҫинче ларакан, хӑй ҫинчен шлепкине хӑвӑрт хывса пӑрахакан Джеммӑна курчӗ — ҫав тери шанса пӑхать вӑл ун ҫине… ун мӗнпур юн тымарӗнче юрату вучӗ ялкӑшса ҫунать. Ҫитменнине кунта ман ҫинчен лӑпӑрти сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ, вӗсем ун хӑлхине те пырса перӗннӗ пулас… — Денни чарӑннӑ та шухӑшлама пуҫланӑ: — Паллӑ ӗнтӗ, эпӗ Картей чухнехи пекех билет сутнипе пухӑннӑ укҫаран утмӑл пилӗк процентне илетӗп. Эпӗ кӑшт ывӑннипе пӗр сӑмсахӑн тухса тӑракан чул картлашки ҫине канма лартӑм; аялта шыв хумӗсем шавласа ҫыран хӗррине пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ. Сехечӗ ҫине пӑхать: — Вӑхӑт! Ӑсатакансем шӑпланчӗҫ. Лешӗ, пуҫне усса, ерипен утрӗ. Илтнӗччӗ эпӗ, пӗррехинче Сталин юлташ ҫакӑн пек ылттӑн сӑмахсем каланӑ: пӗр шухӑшлӑ пулнине ҫӑва ҫинче кӑна курма пулать. Ыран мӗн тӑвас шухӑшлӑ? Ҫак вӑхӑтра Макаҫӑм кӗчӗ. — Пур тейӗпӗр эппин. Уйӑх ҫинче пачах тепӗр майлӑ, Уйӑхӑн туртӑмӗ сахал, ҫынсем унта ҫӳлӗ улӑпсем пек ҫитӗннӗ пулӗччӗҫ. Блиндажра штабран килнӗ икӗ офицер, ҫыхӑну взвочӗн командирӗ, наблюдательсем, связнойсем, телефонистсем. Ку эсӗ ҫынна кирек мӗнле тата кирек хӑш вырӑнтан та чӗпӗтме тивӗҫлине пӗлтерет, анчах, мӗнле пулсан та, ыратиччен чӗпӗтмелле! Епле-ха сирӗн ҫав ӗҫсӗрсем, кахалсем, наянсем, ӗҫме юратакансем, ҫемҫешке пилӗксем ҫине лӑпкӑн пӑхма совесть ҫитет? — Кил кунта, Марийка! Хамӑн ухмах ӑсӑмпа эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫамрӑксене уйрӑмӑн ҫеҫ кимӗсемпе кӑларса ярас. Натоли ҫыранӗсем тӑрӑх ҫӳресе пӑртак вӑхӑт ирттерччӗр. Ха-ха-ха! Пире Америкӑран тата Швецирен вӑкӑрсем ярса парӗҫ. Вӑл час-часах: «Эпӗ — рабочи класс», тет. Гондолӑсем хӑйсен пӗчӗккӗ хӗрлӗ ҫутисемпе унчченхинчен те хӑвӑртрах ишнӗн туйӑнаҫҫӗ; анланса илмелле мар йӑлтӑртатаҫҫӗ вӗсен хурса кӗсменӗсем — ӑнланса илмелле маррӑн хӑпарса анаҫҫӗ кӗсменсем, кӗмӗл пулӑсем пек курӑнса чӑмпӑлтатакан шыв пайӑркисем ҫийӗн; унта та кунта та гондольерсем кӗскен, шӑппӑн кӑшкӑрни илтӗнет (халь весӗм нихҫан та юрламаҫҫӗ); ытти сасӑсем илтӗнменпе пӗрех. Ҫиле май вӗсем мӗн ҫинчен калаҫни вӑхӑтран вӑхӑта мана та илтӗнкелерӗ. Ҫил ҫуллахи хӗвел тухӑҫӗ енчен вӗрет, эпир пит хӑвӑрт ишсе пыратпӑр. Иккӗшӗ те пӗр йышши. Ну, эпир унпа шавсӑрах калаҫӑпӑр… — Ку ӗнтӗ кама мӗнле кӑмӑла кайнинчен килет. Пӗр имҫамлӑ сывлӑша шанни кӑна тӑрса юлчӗ пирӗн. Ним япӑххи те ҫук унта. — Ҫук, эсир кӳрентермен мана… Трилли, аннӳне хӑвӑн умӑнта чӗркуҫлентерсе лартас килет-им? Кусем пӗлнӗ пулсан, рабочисен кварталӗсенче пурӑнакансем, вӗсем ҫеҫ мар, большевиксем те, ҫил-тӑвӑл ҫывхарса килнине пӗлмен. Пуҫсӑр юланут кӗлетке мар, шуйттан та мар иккенне вӑл пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ӑна пурин сехрине те хӑпартакан хӑрушӑ япала умӗнче хӑраса тӑрассинчен хӑтарайман. Часах сӑмавар вӗрерӗ те эпир чей ӗҫме пуҫларӑмӑр. Ҫывӑрнӑ чухне вӗсем килӗшӳ тӑваҫҫӗ пулмалла… Асапланмалли ҫӗнӗ сӑлтавсем шыраса тупса хӑйне те, ыттисене те асаплантарасси уншӑн чи кирли пулса тӑнӑ, тейӗн. Чунтан-вартан, вӗрийӗн чуптурӑмӑр эпир пӗр-пӗрне. Ҫапла вара пирӗн хушӑри сӑмахсем пурте татӑклӑ пулса тӑчӗҫ. Елена Петровна! Мӗн кирлӗ-ха савнӑ ухмах Полинӑна? Вӗсем карап ҫинче кирлӗ пулас пек хӑмасене темиҫе хӑмана вистесе илнӗ, ещӗкрен кирлӗ пек туйӑннисене пурне те илнӗ те, ещӗк кашкӑрне тинӗсе пӑрахнӑ. Ӑна часах шыв тулнӑ та, вӑл тинӗс тӗпне путнӑ. Ҫапла тума мана кӑмӑл-туйӑма хуйхатакан музыка хистерӗ пулас, эпӗ вӑлах хам мӗн каланин ӑнланса ҫитмелле мар пайне илтӗнми тӑвасса шантӑм. — Питех те тӗрӗс, Симурден гражданин, — терӗ Робеспьер. Шульгович хыпса каять: «Полковник! Ӑҫталла каятӑн эс? — Сӑпайлӑхпа хастарлӑх — ҫак сӑмахсенче ун пӗтӗм кӑмӑлӗ!» Хӑрах куҫлин эрех ӗҫе-ӗҫе куҫӗ-пуҫӗ урмӑшрӗ, ҫапах та вӑл хуҫа сӑнран улшӑннине асӑрхарӗ, унтан тепӗр тӗрӗк енне вӑрт ҫаврӑнчӗ те: — Юсуф-ага, атя, шыраса пӑхар-ха кунта: ҫак гяур патӗнче такам пытанса тӑрать. Егорушка, аллисене кӗсйине чиксе, Пантелей ҫывӑхне тӑнӑ та курӑка вут епле ҫинине пӑхать. Вӑл самолёта майӗпе аялалла анса пымалла вӗҫекен турӗ те, сывлӑш тӑвӗ ҫинчен шуса анма пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтрах машина штопора кӗрсе каясран сыхланса пычӗ. Ах, каялла ҫавӑрӑр ҫавсене! — йынӑшса ячӗ хавшак хӗрарӑм. Тӑхтӑр, тӑхтӑр! Ун умӗнче каҫ лӑпкӑлӑхӗ вӗҫӗ-хӗррисӗр хура шыв анлӑшӗ пек сӑнарланнӑ, ҫав шыв — пур ҫӗре те сарӑлнӑ та — лӑп кӑна тӑнӑ, нимӗнле хускав та пулман ун ҫинче, ӑшӗнче те унӑн, хӑй тӗпсӗр тарӑн пулсан та, нимӗн те курӑнман. Тепрехинче Глюмдальклич мана садри ҫерем ҫине пӗчченех лартса хӑварчӗ, хӑй ҫав хушӑра гувернанткипе таҫта кайрӗ. Ак манӑн мӗне пӗлмелле. — Ҫитейӗпӗр-и, Саня? Ютран килнӗ, вырӑнти интерессемшӗн пӗртте тӑрӑшман ҫын, тулли чыхса тултарнӑ укҫа хутаҫҫи пулӑшнипе суйлавҫӑсене хӑй майлӑ ҫавӑрса, вырӑнти халӑхран тивӗҫлӗрех кандидата суйлас вырӑнне хӑйне суйлаттарни пулман-и? Ну, халӗ эп те пӗлекен пултӑм ӗнтӗ! Эпӗ хӑранипе сиксе тӑтӑм та хамӑн кӗске хӗҫе туртса кӑлартӑм. — Шӑннӑ ҫав, — тенӗ Миките. Ман ҫырӑва мӗнле те пулин ӗҫе яма шухӑш тытас пулсан, ман ята ниҫта та ан асӑнсамӑрччӗ. Эпӗ ҫыракансене питӗ хисеплетӗп те, юрататӑп та, анчах хама, ҫак ҫула ҫитнӗскере, вӗсен шутне кӗме кирлех мар пулӗ, тата намас пулӗ тесе шутлатӑп. «Патша-и ку?» — ыйтрӗ тимӗрҫӗ пӗр запорожецран. Вӑл каялла ҫавӑрӑнса пӑхать те юланутсем кайра инҫетре юлнине курать. Вӑрттӑнла чӑш-пӑш сӑмах ҫӳрет ун пирки: полка киличченех-ха, запасра тӑнӑ вӑхӑтра, почта станцийӗнче вӑл пӑхавҫӑ-тӗрӗслевҫӗ пулнӑ, ҫавӑн чухне пӗр темле ямшӑка чышкӑпа ҫапнӑ та вӗлерсе пӑрахнӑ, уншӑн, паллах, суда лекме тивнӗ. Вӑл ыйтнипе Клавдия Михайловна ӑна пудра тата пите сӗрмелли крем илсе пачӗ. Анчах та вӑл хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксене нимӗнле косметикӑпа та пытарма ҫуккине тӳрех ӑнланса илчӗ. Старик мана пит те хытӑ тӑнласа итлет, ҫав хушӑрах хӑрнӑ туратсене каса-каса пӑрахать. Шлепки те пуҫӗ ҫинчехчӗ. Про-ррок! — тесе виртлешсе кулаҫҫӗ. Ҫак таса мар юнлӑ ача пирки… Мӗнле те пулин ҫамрӑк усалӑн маншӑн кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ та вӑл вара мана хӑй ирӗкӗпех атте шутне кӗртсе хунӑ. Парламентӑн тепӗр пайӗ, терӗм эпӗ малалла, общинӑсен палати текен пуху. Ку пуху — халӑх хӑй пуян пурӑнакан авторитетлӑ ҫынсен сословийӗнчен ирӗклӗн суйланӑ чи лайӑх джентльменсен пухӑвӗ. Каламасӑрах паллӑ, халӑх вӗсене пӗтӗм нацин ӑслӑлӑхне кӑтартса ӗҫе кӗртме тесе, вӗсен пысӑк хастарлӑхӗпе тӑван ҫӗршывне юратнине кура ҫеҫ суйлать. Ирхине вунпӗр сехет ҫитерехпе аякран Делегейт хули, — Уэлслей графствин тӗп хули, Туфольд бухтинчен аллӑ мильре лараканскер, курӑнчӗ. Шерборн полковник пистолетне ҫӗрелле ывӑтрӗ те утса кӗрсе кайрӗ. Пуринчен те хӑранӑ чухне, эпӗ пурне те тума хатӗр. Ватӑ пирки начарланса кайнӑ лашана вӗсем, сутас умӗн, хӳри айне витӗрех хӑвӑллатнӑ хӑмӑш туни чиксе лартаҫҫӗ те, пӗтӗм халӑхӗ-йышӗпе черетленсе тӑрса, хайхискерӗн аяккисем тулса хӑпаричченех, аякран пӑхсан чӑп-чӑмӑр та пысӑк хырӑмлӑ пек курӑнакан пуличченех, вӗрсе хӑпартаҫҫӗ. Вӑл пусма ҫинче тӑракансем енне ҫаврӑнчӗ, темиҫе сӑмах каласан туйине ҫӗклерӗ те унпа карап ҫинелле тӗллерӗ. Эпӗ нихӑҫан та анне пулса курман, ҫапах та шухӑшпа хама ҫав вырӑнах лартатӑп: акӑ манӑн ача ӳсет — юратнӑскер, куҫ пек курса тӑраканскер, унра мӗн-пур шанчӑк, уншӑн тертленнӗ-тӑрӑшнӑ, куҫҫуль юхтарнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… сасартӑк вара — айванлӑх, ӑнсӑртлӑх, хӑйпе хӑй тӗллӗн сиксе тухнӑ тискерле ӑнсӑртлӑх: вӑл чӳрече ҫинче вылять, нянька ҫаврӑнса тӑнӑ, курмасть, ача аялалла, чулсем ҫинелле персе анать. Урӑх эпӗ ку учитӗле нихҫан та тӗл пулман, манӑн ӑна тӗл пулас та килмен. Ҫил, вӑшӑлтатса килсе, тинӗсе вӑратрӗ, шыв ҫийӗ чӑпарланчӗ. — Ӑҫта каятӑн вара эс? Хӗвелпе, ҫилпе пиҫсе ларнӑ питҫӑмартисем хӗрлӗ сӑнлӑ пулнӑ пулин те, вӑл ӗнте ҫамрӑк пулман. Коридортан кӗрекен ҫутӑ пайӑрки хӗрарамӑн хулпуҫҫиӗ ҫине ӳкет. «Тур-рӑм-ҫӑм, епле ларса пырӑн-ха капла!..» — тесе шутлать Щукарь, сиккипе пынӑ ҫӗртех лаши ҫинчен анса юлма ӗлкӗрсе. Йӑла-йӗрке енчен те ҫакнах калатпӑр пулсан, мӗншӗн тӗлӗнмелле вара? Анчах унта хӑв арӑмна шырама мӗнле пуҫпа пырса кӗретӗн? Тимофей тепӗр хут шаккарӗ. — Сана пырса тӗкӗнмест вӑл… Карчӑк, чи малтанах Оленина хӑй ытла тӳрккес пулнипе хӑратса пӑрахнӑскер, халӗ ак хӑйӗн хӗрӗ ҫине ӑшшӑн пӑхнипе час-часах Оленин кӑмӑлне ҫемҫетсех ярать. Ну? Алана эсӗ вӗлеретӗн-ҫке, эсӗ-ҫке? Ҫапӑҫӑвӗсем тата! Ну, ма чӗнместӗн-ха, Горацио тусӑм? Лар. — Ҫук, куратӑп, эсир славянофил! — Ҫак кунсенче прокурор килсе кайрӗ, часах пулать, терӗ… Находкӑна каллех фабрикӑна йышӑннӑ, хӑй ӗҫлесе илнӗ укҫине вӑл пӗтӗмпех амӑшне парса пычӗ, амӑшӗ вара ҫав укҫана Павелран илнӗ пекех лӑпкӑн йышӑнчӗ. «Урӑ ҫынсен ҫамрӑк тусӗсем» пӗрлешӳри ачасем чӑтма ҫук мӑнкӑмӑллӑн утса пынӑран вӗсен тусӗ пулнӑскер кӗвӗҫнипе чутах ҫурӑлса каятчӗ. Мана ун таврашӗнче ларма, вӑл мӗн те пулин ӗҫленӗ чух, ҫиппине илсе, хам паталла хуллен-хуллен туртмашкӑн тӗлӗнсе каймалла пысӑк киленӗҫчӗ. — Аван-и, — терӗ те вӑл кулса ячӗ. — Вӑл йӑнӑшрӗ! — Пӗлместӗп. Санин лаши ҫинчен сиксе анчӗ те ун патне чупса пычӗ. Ну ак итле. — Сирӗн ӗҫ мар, Ипполит Сидорыч! Кӗтме пултарнӑ-и-ха эпӗ сирӗнпе ҫакӑн пек калаҫасса? — Эпӗ ахалех, асанне, укҫасӑрах. Унтан уя тухрӗҫ. Вӗсене хирӗҫех хӗвел хӑпарчӗ. Ҫав тапхӑрта ман пит усал тӑшман пурччӗ, Малая Покровская урамӗнчи пӗр публичнӑй ҫуртӑн дворникӗччӗ. Инҫетре ҫил-тӑвӑл ахӑрни илтӗнчӗ. Ҫул Кӑшт кулянарах, кулянма нимле сӑлтав та ҫук пулин те, Дик Сэнд, юханшыв хӗррипе пӗр виҫҫӗр утӑма яхӑн ҫӳлелле хӑпарса, ҫӑра вӑрмана кӗчӗ — ҫак вырӑнти урлӑ-пирлӗ сукмаксемпе вӗсен вунӑ кун хушши утмалла пулать. — Питӗ хавас, господин Паганель, эсир ҫапла пулнӑшӑн, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Хӗҫ-пӑшалсӑрах! Скептиксем ҫавна ахаль шухӑшласа кӑларнӑ япала вырӑнне шутланӑ та малтан ӗненмесӗр тӑнӑ. Хамӑн мучи историне. — Пӗрине — вертикаллӗ атака тунипе. Храмра апат-ҫимӗҫсем выртаҫҫӗ, анчах телейсӗрсем вӗсем патне пырса та тӗкӗнмерӗҫ. Ара хӑвӑн юратнӑ йӑмӑкупа тӗлӗнмелле Даша инкене манса кай-ха. — Пирӗн унта пӗлӗшсем нумай, — теҫҫӗ вӗсем, — ытларах эпир Прокторсем патне ҫӳретпӗр. Тепӗр минутран кӳме каллех ҫула тухрӗ. Эсир хӑвӑрах манса каятӑр кун ҫинчен. Анчах хӑвӑр вӗлернӗ ҫынна эсир нихӑҫан та манаймастӑр. Килес ҫывӑх вилӗм ҫинчен шухӑшланӑ май эпӗ хам ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑп; хӑшӗсем ӑна та тумаҫҫӗ. — Ҫапла, шӑпах ҫавӑн пирки, — чӑнласах хуравларӗ Макар. Пӗр ушкӑнӗ ӑраснах хӑйне астутарса пӑхтарнӑ. Нимӗн те туман вӑл мана. Сашенька йӑл кулса вӗсем ҫине пӑхрӗ те чей пӗҫерме тытӑнчӗ. Мӗнле те пулин хресчен, нимӗн те чухласа илмен тӑмсай та шанчӑклӑ ҫын пек курӑнаканскер, васкавлӑ донесенисене хӑвӑл туя ӑшӗнче пытарса, ҫитес ҫӗре илсе ҫитернӗ. — Эпӗ ав, хамӑр ачасене тӗл пултӑм. — Чупӑр кунтан! Каймалла ман. Ӑҫта каятӑн эсӗ? Оленин денщике премӗксемпе пыл илме ячӗ; укҫа парасси ӑна ҫав тери ирсӗр ӗҫ пек, такама сутӑн илсе хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек туйӑнчӗ те, вӑл вара денщик: мятнӑйне мӗн чухлӗ те, пыллисене мӗн чухлӗ илмелле, тесе ыйтсан, татӑклӑн нимӗн те калаймарӗ. Вӑл хайӗн алӗҫӗ патнелле пуҫне пӗксе итлесе ларать. Ман ҫине пӑхса тутамсем чӗтренине, куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине асӑрхасан, вӑл ман пӑлханӑва эпӗ унран балл ӳстерме ыйтни вырӑнне йышӑнчӗ, ахӑр, вара мана хӗрхеннӗ пек пулса, (ҫитменнине шӑпах ҫав вӑхӑтра пырса тӑнӑ тепӗр профессор умӗнче) ҫапла каларӗ: — Юрать, эсир тивӗҫлӗ мар пулин те, эпӗ сире куҫӑмлӑ балл лартса паратӑп (ку икке пӗлтерет), анчах эпӗ ҫакна эсир ҫамрӑккине шута илсе тата университетра унашкал ҫӑмӑлттай пулмасса шанса кӑна тӑватӑп. — Вара пушшех те юратса вулатӑн: мӗн пулнине те, мӗн пулассине те тавҫӑрма тӑрӑшатӑн, — хушса хутӑм эпӗ мӑнаҫлӑн кулса. Хӗвел кашни каҫах вӗри те хӗрлӗ пӗлӗт хыҫне анса ларать. Сасси унӑн янӑравсӑртарах, калаҫасса вӑраххӑн калаҫать, анчах ҫаврӑнкаласса вӑйлӑн та вӑрт-варт ҫаврӑнкалать. Негоро Джемс Уэлдона пӗр иккӗленмесӗр Моссамедша килме хистекен ҫырӑва илчӗ, тепӗр кунне ҫирӗм пилӗк негрпа пӗрле ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗ. Вӑл, хӑйӗн мӑйӑхӗпе Ромашов питне йӗпетсе, ӑна тутинчен хыттӑн та вӑраххӑн чуптурӗ. — О-о!.. Хула аяккалла, тинӗсрен инҫерехе куҫнӑ. Хӑнӑхнӑ йӑлапах калаҫмалла пулать ӗнтӗ: эпӗ ҫӗр ҫинче утатӑп, ҫӗре ӳкрӗм. Мӗн пуррине мӗншӗн пӗр тан уйӑрмалла мар-ха пирӗн?» Ҫурӑм шӑмми ҫавнашкал кисрентернине юратмасть. Гаррис калакан чӑн-чӑн пампа пуҫланмасть-ши? — Кордильерсен тӑррисенче-и? — терӗ те Мюльреди, пуҫне шанчӑксӑррӑн силлерӗ. — Ӑнланатӑп. Унӑн тӗпӗсем ҫийӗнсе пӗтнӗ пысӑк чирик тӑхӑннӑ пӗчӗккӗ урисем плуг халӗ ҫеҫ ҫавӑрса пӑрахнӑ ҫемҫе тӑпра айне пакӑлчак таранах путса аннӑ. — Мана сӑмах панӑшӑн эпӗ сире ҫав тери тавтӑватӑп. Анчах эпӗ хама ҫав тери вӗчӗрхенӳллӗ туйрӑм; укҫи пӗтсе ҫитичченех выляса ярса, ҫырса пынисене шутлама та хӑракан, выляса илессе шанса мар, хӑйне тӑна кӗме вӑхӑт парас мар тесе кӑна теветкелле картсем илекен ҫын лӑпах ҫавӑн пек пулать. Кайран-кайран ачасем те ман ҫӳҫ ӑшӗнче пытанмалла вылякан пулчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, профессор Лиденорокӑн ҫакна пӗлмеллех, ара ахальтен мар вӗт вӑл чаплӑ чӗлхеҫӗ шутӗнче хисепленсе тӑрать. — «Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн эсӗ»? Ҫӗре кӗнӗ Юрий князь ҫичӗ пин кӗнеке вуласа тухнӑ, юлашкинчен, ҫав шухӑшсем ӑшне путнипе, турра та ӗненме пӑрахнӑ. Кавказ пуҫламӑшӗнчи сенкер сӑрт-тусен хушшинелле-ши? Джим ҫапла калаҫни мана кӳрентерчӗ — ытла килӗшӳсӗр шухӑш тытнӑ вӑл! Ачасем ҫапла каларӗҫ: хырӑмӗ ҫинчен ҫурӑмӗ ҫине, ҫурӑмӗ ҫинчен хырӑмӗ ҫине йӑванать, тесе. Испани эскадрине Магеллан адмирал ертсе пынӑ. Эсӗ ҫеҫен хирте уҫӑлса ҫӳре-ха, эпӗ сан вырӑнта пӗр сехет те пулин лӑпкӑн ҫывӑрам», — тет. Мӗнешкел виҫесӗр вӑрттӑнлӑх! Анчах мӗншӗн эсир — юлашки ыйту — Америка тӗлӗшӗпе ҫавӑн пек пророкла каласа ҫирӗплететӗр? Унта васкама кирлӗ мар. Эпӗ сентре (лапка) ҫинелле пӑхрам та унта хай хура сухала тата йӑлтӑртатса тӑракан икӗ куҫа курах кайрӑм. Ухмах! — Ирхи апат турӑр-и, полковник юлташ? — Сулахай ҫыран патне! — терӗ ун хыҫҫӑн Геркулес, кӗсменпе вӑйлӑрах авӑсса. Кунта ҫакна та каламасӑр хӑварас марччӗ, Кораблев хӑй каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн ман плакат ҫине тӑсса кӑтартрӗ те, вара эпӗ пӗтӗм шкул хам тунӑ плакат ҫине пӑхса, унта ҫырнӑ сӑмахсене вуланӑшӑн ӑшӑмра питӗ хӗпӗртерӗм. — Ан хӑра, никам та нимӗн те пӗлмӗ. Вӑл вилӗ. Сӳнекен ҫулӑмӑн ҫути башньӑн тепӗр енчи тӳрем сӑртлӑха ӳкет, ҫавӑнпа та тӳремсӑртлӑх е ҫуталса илет, е каллех тӗттӗмленет. Шӑрпӑк коробкине те унталлах пеме тӑнӑ та, анчах аллине каялла илсе, ӑна кӗсйине янӑ. Ытах эс ӑслӑрах пулнӑ пулсан, тен, вӑл ӑсран тайӑлман та пулӗччӗ… Вӗсемпе пӗрле ҫула пӑхса тӑракан аслӑ инспекторпа полицейски офицерӗ ҫитрӗ. Гленарван вӗсемпе паллашрӗ те сӑмах тапратрӗ. Пӗрремӗшӗ — ҫӗр атмосферин ҫӳллӗшӗ: 75 километр. Учитель мӗнле, пур-и? — Вӑл та ҫынах пулнӑ! — тет Лукашка, вилнӗ ҫынни ҫине киленсе пӑхса. — Эпӗ вырӑс, вырӑс, лётчик эпӗ, — мана нимӗҫсем персе ӳкерчӗҫ… — Ну-с? Лозневой Костя еннелле пӑхса пуҫне сулчӗ, вӑл ӑва малалла кайма хушрӗ, хӑй ҫул ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пурте темле, хӑраса ӳкнӗ пек, канӑҫсӑрланса кайрӗҫ. — Манӑн упӑшкам. — Пӗрре те йӗксӗк мар вӑл, — сулхӑммӑн каланӑ Фома. — Ҫук, вӑл ытлашши! — терӗ Павел, ун ҫине кӑмӑллӑн кулса пӑхса. Негоро Дик Сэнда патша вилтӑпри ҫинче чӳк тумалли ҫынсен шутне кӗртрӗ. Пӗррехинче (ку кӑвара ӗнтӗ эпир виҫӗ уйӑх ӗҫлетпӗр) вӑл пирӗн пата халат вӗҫҫӗнех чупса пычӗ. Вӑл, хура, вӑйлӑ ҫын, ура ҫине тӑчӗ. Унӑн пуянлӑхӗ нумаййине вӑрҫӑчченех пӗлетчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫак старик пысӑк процентсемпе кивҫен пама та, вӑрланӑ япаласене вӑрттӑн-карттӑн сутӑн илкелеме те тиркесех тӑман. Мур тӗпне! Шилона миххе чикмелле!» Ҫакна пурне те питӗ хӑвӑрт, ӳпкери сывлӑш пӗтиччен тумалла. Полина ун ҫине пӑхмасӑрах ыйтрӗ: — Эпӗ тата? — Колхозниксенчен хӑйсен килӗнче усракан выльӑха сутӑн илетпӗр. Автоном Петрович тени, йӗмне ҫӗклекелесе, каллӗ-маллӗ пӑхса илет: — Пӗлместӗп, Афанас Кириллович. Епле хаваслӑн сывласа ячӗ-ши Санин хӑйӗн пӳлӗмне ҫитсе кӗрсен! Старике сӑнаса ларакан Дубцов вӑл Магульнов ҫинелле пешкӗннине, ун хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса, Дубцовпа Кондрат Майданников ҫине тӗллесе кӑтартнине асӑрхарӗ. Такам баспала мӗкӗрттерсе янӑ: Кун-ҫу-улӑмӑр пирӗн… Ҫапла шухӑшларӗ Уэлдон миссис. Ҫӗр йывӑр япала пулни, вӑл уйӑх ҫине утланса ларсан пирӗн сӑмсасене ҫӑнӑх пекех ватса пӑрахма пултарни ҫинчен шутласанах эпӗ питӗ пӑшӑрханма тытӑнтӑм, чӑлхапа пушмак тӑхӑнса, государственнӑй совет пӳлӗмне чупрӑм, полицие ҫӗр чӑмӑрне уйӑх ҫине ларма ирӗк ан парӑр тесе хушма васкарӑм. Миките пек тарҫӑсем пӗр 80 тенкӗ тӑнӑ. Ваҫили Андрейч Микитене 80 тенкӗ мар, 40 тенке яхӑн кӑна панӑ. Ӑна та пӗр тӑрук паман, вакӑн-вакӑн панӑ, укҫанах та мар, нумай чух укҫа вырӑнне лавкинчен япаласем хаклӑ хакпа парса янӑ. Ответ типӗ те кӗске пулнӑ: Тарас хӑй тепӗр уйӑхран ӗҫпе Атӑл ҫинче пуласса, ашшӗ чӑнахах та хирӗҫмест пулсан, май килнӗ чух ун патне кӗрсе тухасса пӗлтернӗ. Ҫапах та кайран Демидовӑна юлашки хут ун ҫине пӑхса илес ӗмӗтпе тухса утрӑм-утрӑмах… — Сопдит ҫӑлтӑр ку, — тенӗ патша. — Вӗсем урӑх шутра, вӗсене хисепӗ те урӑхла! — терӗ Рыбин. — Антарса хӑварас ӑна ҫыран хӗррине! — сасартӑк ахӑрса янӑ Робустов, ура ҫине сиксе тӑрса. Ҫынсем татти-сыпписӗр килеҫҫӗ. — Ним те мар. Анчах поляксене, жидсене тата хӑш-пӗр вырӑссене Англин чее королеви укҫалла хӑйне майлӑ ҫавӑрнӑ, вӗсем хӑйсем, халӑхшӑн тӑрӑшнӑ пек пулса, ҫав ҫипе хӑш тӗлтен май килнӗ — ҫавӑнтан татасшӑн! — Эпӗ халӗ шкулта пултӑм, ремонт пирки интереслентӗм, учителькӑна та куртӑм… Ҫамрӑк чух хӑй мӗн тери вӑйлӑ пулнине, хӑйӗн ӗлӗкхи ӗҫне, халран кайиччен ӗҫленине, самаях ҫителӗклӗ укҫа илнине, икӗ тумлам шыв евӗр пӗр пек кунсем, вӗҫӗмсӗр ӗҫлӗ кунсем шуса иртнине аса илнӗ вӑл. Тул ҫутӑлас умӗн хула варринчи пасарта, мостовой ҫинче, торги пуҫланасса кӗтсе ларнисене, пахча-ҫимӗҫсене ҫӗклем-ҫӗклемӗпе илсе пырса, хӑйӗн урапи ҫине тирпейлесе хунисене аса илнӗ. Ҫирӗм минутран эпир пӗр пысӑк хӑвӑла пырса кӗтӗмӗр, эпӗ ҫавӑнтах асӑрхаса илтӗм; ку хӑвӑла ҫӗр ӑшӗнче этем алли чавса туман, ку этем ӗҫӗ пулсан, тирексӗр тӳпесем ниепле те чӑтса тӑрас ҫук, анчах кунта хӑвӑлӑн маччисем темӗнле тӗлӗнмелле майпа хӑйсемех тытӑнса тӑраҫҫӗ. Часрах, часрах! Эсир куроксене вӑхӑт ҫитмесӗр туртса ярӑр, тен. Джон Мангльс хытса ларнӑ тӑма шыв ярса ҫемҫетме каларӗ. Анчах унӑн та усси пулмарӗ. Фургон унчченхи пекех вырӑнтан тапранмарӗ. Унӑн усӑнчӑк куҫхаршисем айӗпе йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсем вӑл татӑклӑ, харсӑр ҫын иккенне уҫҫӑнах палӑртса тӑраҫҫӗ. — Паянах хупӑ пуху туса ирттеретпӗр, хамӑрӑннисене каласа ӑнлантаратпӑр та ыран пурсӑмӑр та ӗҫе тухатпӑр. Анчах Крэнкбиль тавлашма вӗренмен. Ҫак чаплӑ обществӑра хисеплӗ судьясенчен хӑраса ӳкнипе ун чӗлхи-ҫӑварӗ ҫыхланса ларнӑ. Ну, вӑл маттур, тейӗпӗр, вӑл ку тарана ҫитсе пирӗн пек ҫылӑхлисем евӗрлех нимӗн те туман пулсан та, хӑйне хӳтӗлеме пултарать, тейӗпӗр, анчах эпир ниме тӑман ҫынсем-и вара? Ачасем, пӗр харӑс ҫаврӑнса пӑхса, аяккалла сирӗлчӗҫ. Женя умне пӗр хурарах ҫӳҫлӗ, ҫӳллӗ кӑна ача пырса тӑчӗ. Огнянов чӗрине тем ыраттарса кайрӗ. Епле-ха ҫав Коперник каноник тӗнче пуҫланса кайни ҫинчен чиркӳ вӗрентӗвне хирӗҫ хӑюллӑн тухма пултарнӑ? Павка, именнипе, кепкине йӑваласа тӑрать. Халичченхи пек мар сасӑпа ыйтнӑран, темле тӗтреллӗ асӑрханулӑх инстинкчӗ Ромашова суйма хистерӗ, вара вӑл:— Ҫук, пач та час мар, — тавӑрчӗ тирпейсӗртереххӗн. Вӑл кулмалла типшӗм, пичӗ илемсӗр. Анчах вӑл хӑйӗнче хӗр чӗрине сӑн-пит илемӗнчен те ытларах тыткӑнлакан тасалӑхпа хӑюлӑх пытарса тӑрать. Вуникӗ сехет тӗлне Литкене машинӑпа вокзал патне ярӑр. Сирӗн аҫу хӑй сӗнмест пулсан, вӑл ним те тивмесӗрех тухса кайӗ. Вӑл хӑйӗнчен инҫе те мар выртакан каччӑран ытларах пӗлет. Хӑйне ҫут ҫанталӑкран уйӑрса урӑх тӗнчене илсе кайнӑн туйӑннӑ ӑна. Хӗвел тухса сывлӑм шывӗ куҫа шартиччен, вӑрман касса тунӑ лаптӑксенче калчасем ешериччен тата выльӑх-чӗрлӗх путеклӗ-пӑрулӑ пуличчен малтан апат-ҫимӗҫ таврашӗ пӗтсе ҫитесси, выҫлӑх килесси пуриншӗн те паллӑ пулчӗ. — Кхм, — терӗ Шубин. — Андрей Петрович, ҫаксем пурте мӗне пула пулса иртнине каласа парам сана. — Хӑшӗсене сутасшӑн эс? — ыйтрӗ Гаррис. Унтан хирӗҫ сасӑ парасса итлесе тӑчӗ; ӑна хирӗҫ ҫӑмӑллӑн та вӑрӑммӑн шӑхӑрса сасӑ пани илтӗнчӗ. Мӗнле ют ҫӗршыв сӑмахӗсене? — Вӑл вӑтам шутпа кунне икҫӗршер миль пырсан, ҫитме пултарать. Йӑли ӗнтӗ ҫавнашкал пулӗ. Пурнӑҫ ӑна кӑткӑс мар пек, ҫынтан хӑй аллинче тытса тӑракан япаласемсӗр пуҫне нимӗн те ыйтман пек туйӑннӑ. Акӑ эпир унпа мӗнле юлташлантӑмӑр: эпӗ Вернера С… ра йышлӑ та шавлӑ ҫамрӑксем хушшинче тӗл пулсаттӑм; калаҫу юлашкинчен философиллӗ-метафизикӑллӑ пулса кайрӗ; кам, мӗн ҫине епле пӑхни ҫинчен калаҫкалаттӑмӑр та, кашни темӗн те пӗре ӗненнине пӗлтӗмӗр. Кам пӗлет, тен эпир ҫав енче кану вырӑнне тупатпӑр. Ют ҫынсене хӑйӗн киленӗҫлӗ шухӑшӗсене каласа пама ӑна аванах та мар пек туйӑнчӗ-ха, анчах ҫав вӑхӑтрах савӑнӑҫне ҫын умне кӑларса хумасӑр та чӑтаймарӗ вӑл. Вӑл Давыдова телейлӗн те кӑмӑллӑн йӑл кулса кӗтсе илчӗ: — Эпӗ тахҫанах хатӗр, сана кӗтетӗп, манӑн председателӗм. — Ан кансӗрле, каласа пӗтерме пар мана. Тоня ӑна хӑйӗн амӑшӗпе паллаштарчӗ. Манӑн аяла карташне чупса анас, хӗпӗртенипе ташлас, кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑма тав туса чуптӑвас килчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра, — чӳрече витӗр пулас, — ман хуҫа арӑмӗ кӑшкӑрса ячӗ: — Ачана вӑл ятлаҫнӑшӑн хӗненӗ, вӑл вӑрӑ тесе — никам та ӑна сансӑр пуҫне шутламан, карма ҫӑвар! — Ну… чуптӑвар! — шӑппӑн сӗннӗ ашшӗ. Демид Молчун унӑн пӗчӗк хуҫалӑхӗнче ырӑ вӑкӑр пекех ҫавӑрттарма тытӑнчӗ: темиҫе кун хушшинче вӑл килти хуралтӑсене пӗтӗмпех юсаса тирпейлерӗ, пӗр талӑкра чалӑш ҫурӑ тарӑнӑш нӳхреп чавса хучӗ, вуншар пӑтлӑ юпасене хӑй хулпуҫҫийӗ ҫине хурса йӑтрӗ… Эсир ҫӳренӗ-и унта? Анчах фаэтонсенче вырӑн тӗлӗшпе теплерех ӗнтӗ, ҫавна пӗлейместӗп. Зинаида кулса ячӗ те иксӗмӗре те пӗр-пӗрин ҫинелле тӗртрӗ. — Ыталанӑр ӗнтӗ, ачасем! — Эпир ыталантӑмӑр. — Кӑмӑлӑр пур-и, сире сада ертсе каятӑп? — тесе ыйтрӑм кадетран. — Ну, юрӗ, икӗ куҫӑрпа та витӗр пӑхӑр. Хӑй палӑртса хунӑ тӗл патне халӗ вӑл тата ытларах тӑрӑшса, пӗтӗм вӑйӗпе ҫине тӑрса пычӗ. Хӗрарӑм ӑна шала кайнӑ ӗшенчӗк сасӑпа: — Санӑн шӑпу ҫавӑн пек ӗнтӗ… — терӗ. Тен, эсир, виконт господин, дворянсем кам иккенне манса кайнӑ пулӗ? Лайӑхрах пӑхӑр: вӗсенчен пӗри сирӗн умӑрта. Вӗсем, иккӗшӗ те учӗсем ҫинчен анмасӑр, хире-хирӗҫ тӑраҫҫӗ. «мерикани» — Массачусетсри фабрикӑсем тӗртекен шуратман пӳс-миткаль, «каники» — 34 дюйм сарлакӑш кӑвак мамӑк пусма, «сахари» — кӑвак шурӑ тӑваткаллӑ, хӗрри — хӗрлӗ хӑю ҫинче йӑрӑмлӑ тачӑ пусма, унран хаклӑрах «диули» — симӗс, хӗрлӗ, сарӑ тӗслӗ сурат пурҫӑн пусми; ун виҫӗ ярд тӑршшӗ татӑкӗ ҫичӗ доллартан кая тӑмасть, ылтӑн ҫип хутӑштарса тӗртнӗ пулсан, ун хакӗ сакӑрвунӑ доллара та ҫитет. Вӑл тияккӑнтан ылтӑн ковчег илчӗ те чӗркуҫленнӗ ҫӗртен тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра хорпа органӑн чаплӑ кӗввисем илтӗнчӗҫ. — Миҫе кунтан вырӑна ҫитме пултаратӑр? — тесе ыйтрӗ пичче. — Чӑлха ҫыхать пулӗ… хӑйне валли; хӑйне валли — сире валли мар. Тепӗр чухне вара нимӗн те илтместӗп. Мӗн тӑвать-ха сирӗн хитре королевӑр? Дантон, эсӗ миҫере? Сӑртсен йӗкӗр ывӑҫӗ ҫинче ларакан станица сулхӑнра-ха, вӑл ҫывӑрнӑ пекех туйӑнать, анчах ун таврашӗнчи сӑртсем ӗнтӗ ҫӗр ҫийӗпе ҫеҫ шӑвакан пайӑркасем ӳкнипе ылтӑн тӗспе сӑрланнӑ: хӗвел пайӑркисем халлӗхе ҫурт тӑррисем таран та хӑпараймаҫҫӗ-ха. Кимӗ тӗпӗнче выртса тата айккинелле пӑхкаласа эпӗ хамӑн пуҫ тӑрринче темиҫе хутчен темӗн пысӑккӗш хумсен кӑвак тӳписене куртӑм. Акӑ халех вӑл ман ҫине йӑтӑнса анассӑн туйӑнать. Анчах та манӑн челнок, пружина ҫинчи пек сиксе илет те, ҫӑмӑллӑн ташласа хум тӑррине вӗҫсе хӑпарать, унтан кайӑк евӗрлӗ ярӑнса анать. Пӗр ырӑ аннем ҫеҫ мана юрататчӗ, ачашлатчӗ. Анчах та хӑй хӑлхисене шанмасӑр, вӑл мӑйне тӑсса, чылайччен итлесе ларчӗ. Хуҫи чеен куҫ хӗссе илетчӗ:— Ӑна вӗреннӗ хӗр кирлӗ, — тетчӗ. — Мӗн тӑвасси пирки? — Атя, Павлуша, Соломенкӑна. Володя мана ураран ыратмаллах чӗпӗтрӗ; анчах эпӗ ҫаврӑнса та пӑхмарӑм: чӗпӗтнӗ вырӑна алӑпа шӑлкаларӑм та ачалла тӗлӗнӳ, хӗрхенӳ тата хисеплӳ туйӑмӗсемпе Гришӑн мӗнпур хусканӑвӗсене сӑнарӑм, сӑмахӗсене итлерӗм. — Вырсарникун тӗлне шкула сӗрсе шуратмалла, ҫӗнӗ пек курӑнтӑр, — терӗ вӑл юлашкинчен, Островнов ҫине сӑнамасӑр-тумасӑр пӑхса. Экипажа ывӑнтармасӑр кунне темиҫешер сехет ӗҫлесен те, карапа тасатса тирпейлеме май пур. Доказательствӑсем вара манӑн ҫук, ун арӑмне, ман кумана, вӗлернӗ чухне эпӗ Хопровсем патӗнче кравать айӗнче выртман. Старик стена леш енче чӑштӑртатнине илтрӗ те хӑйӗн патвар, кӗрнеклӗ кӗлеткине ҫӗр ҫинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен ваштах ҫӗклерӗ. Плавни ялӗнчи хресченсем, хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче тырӑ начар пулнӑран, вӑрманти кӳлӗсенче пулӑ тытса пурӑнаканскерсем, вӑрҫӑ хӑйсен ялӗнчен аякран иртсе кайнӑшӑн хӗпӗртенӗ. Микулай угоднике Тинӗс тыт, тет, ан тирке; Илье пророка вара Ылтӑн сӑнӑ тыттарать… Килйышсем мӗнле, сывах-и? — малалла ыйтрӗ Яков Лукич, анчах лаши ҫинчен анмарӗ, ҫав хушӑрах вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн унталла-кунталла шиклӗн пӑхкаласа тӑчӗ. Пухӑва ан ҫӳре те хучь! Эсӗ ухмах хӗрача пек хӑтланнӑ. Итлӗр-ха мана: эпӗ тинӗс тӑрӑх ишсе ҫӳрекеленӗ, хам ӗмӗрӗмре ӑна-кӑна куркаларӑм. Лаша малти урисене ҫӗклесе, темиҫе минут хушши кайри урисем ҫинче ҫеҫ тӑчӗ. Мӗнле унсӑр! Хӑна пӳлӗмӗ ҫинчен каланӑччӗ эпӗ; унти кантӑксем ҫинче ӳкерчӗклӗ шурӑ карӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: явӑнса ӳсекен хӑвапа хупланнӑ илемлӗ керменсем, шыв ӗҫме аннӑ кӗтӳсем ӳкернӗ вӗсем ҫине. Никам тата нимӗнпе те кӳрентермен каччӑсемех сасартӑк кантура пырса расчет пама ыйтаҫҫӗ. Вара хулара тинех ӗненчӗҫ. — Ас тӑвӑр, ан лекӗр… ултӑ утӑмран-ҫке! Ҫав шут ӗҫӗсене кӗске вӑхӑтрах тума совет ученӑйӗсене 4 шутламалли машинӑсем пулӑшнӑ. — Эсӗ пит маттур каччӑ иккен. — Акӑлчансем вӑтанмасӑрах ҫапла калаҫҫӗ-и? Ольга та хӑйӗн блузкине васкавлӑн якатса пӗтерчӗ. Ҫунатланса кайнӑ пекех утса ҫӳреттӗм: пӗлӗт ҫинчи уйӑх пекех пӗччен ҫӳреттӗм; сан умӑнта хӑвӑн мӗлкӳ шуса пырать, юр ҫинчи ҫута пӗрчӗсене сӳнтерет, тумбӑсем, хумӗсем ҫинелле кулӑшла пыра-пыра чикӗнет. — Апла пулсан, колхозӑн пӗрлехи пухӑвӗнче мана кӑларасси ҫинчен ыйту ларт. Мана сире хам хыҫҫӑн ҫӳретме намӑс, синьора, анчах… — Сӑмах, — терӗ пӗчӗк старик, хӑйӗн пичӗ патне темле хут илсе пырса, — Федосеевӑн, Марковӑн тата Загоровӑн защитникне паратӑп. — Мӗнле? Колхозниксене чӑхсемсӗр япӑх вӗт-ха? «Полковник, чакма хӑю ҫитернӗ ан пултӑр! Ҫӑмӑллӑнах хӑтӑлма пултармалла пек: мӗншӗн тесен хуларан тухса ҫӳренӗшӗн пире чарма мар, ырланӑ та. Итлеменшӗн мар манна — ытлашширех чӑрсӑрланнӑшӑн ҫеҫ айӑплама пултараҫҫӗ. — Ахӑрнех, ку питӗ паллӑ преступник пулмалла, — терӗ Айртона Гленарван, — ӑна мӑйкӑчӑ кӗтет. Халь хисеплӗ ҫынсене сывлӑх сун. — Ах… йытӑ! Пирӗн законӗ ҫавнашкал. — Хӗрӗ те ӑна юратать-и вара? Тарас Остапа ҫапӑҫма чӗнсе кӑларсан, повӑр ахӑлтатса кулса ячӗ. Сехет вуниккӗ ҫапрӗ. Тӳррипе каласан, икӗ эрне хушши тарӑхмалла пулчӗ пирӗн Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче. Паганель хӑрушлӑхсем ҫинчен ӳстерсе калаҫмасть. Вӗсенчен тӗнӗл сутан илесси ҫинчен калаҫса татӑлтӑм та, вӑрман каснӑ ҫӗре кайрӑм. Мӗншӗн венчет тӑвасшӑн-ха вӑл? Манран хӑрарӗ вӑл! Ача чухне унӑн хулӑн туратти ҫинче Гвоздевӑн чуччувӗ ҫакӑнса тӑнӑ. Кам-ха сиртен хӑйӗн ҫӳлти тронӗ ҫинчен Голгофа тӑвӗ ҫине пӑхнӑ ашшӗн асапӗсем ҫинчен аса илнӗ? Нева патне тухрӑм та ирӗксӗрех адмиралтейск шпильне асӑрхарӑм, вӑл авалхи, гравюра ҫинчи пек, йӑлтӑртатмасӑр тӑрать — мӗн калассине те пӗлместӗп ӗнтӗ, ҫавӑнта эпир Катьӑпа вӑрҫӑ пуҫлансан сывпул тесе каларӑмӑр, анчах мана Испание каяс умӗнхи сывпул тени тӳрех асӑма килчӗ. — Суятӑн, йӗксӗк!.. Тараса патӗнчен кай, теҫҫӗ сана! Ну?.. — Майӗ ҫукки тӗрӗс вӑл, анчах пур пӗрех каятӑп! — татсах каласа хучӗ Огнянов. Хавасах? Вӑл кайӑк сӑмахне тепре каларӗ те тӳпенелле хушуллӑн пӳрнипе тӗллерӗ. Мана аван сирӗн хушӑрта… — Ман шутпа Татариновӑнах пулма кирлӗ. Хӑшӗ-пӗри ача сассипе йӗрет: «Халӗ эпир вилместпӗр… — Тӑхтӑр-ха, тусӑм, ан кайӑр! — васкавлӑн каланӑ хӗрарӑм, ун енне аллисене тӑсса. Таврӑнсан, Никита ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫласан, Тихон пит те сӳрӗккӗн ӑнланмалла мар каласа парать: яланах вӑл хӑй мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламан пек туйӑннӑ. Пирӗн сивӗрен те, кам та пулин пырса чӑрмантарасран та шикленесси ҫук. Ҫакӑн пек туйӑм пулчӗ манӑн хальхинче те. Анчах совет саманинче тин вӗсен ӗмӗчӗ пурнӑҫланнӑ: ҫынсем пурте пӗрле ӗҫлесе ҫутҫанталӑкпа кӗрешме пуҫланӑ. Тен, пысӑк шывччен — океана юхса кӗрекен юханшыва пысӑк тесе калама май пурах — вӗсем ун мӗнле те пулсан юппине тӗл пулӗҫ, вара пӗчӗк ушкӑн ун тӑрӑх сулӑпа анма пултарӗ. Ҫапла майпа пӗчӗк ушкӑн каллех чӑтлӑха пырса тӑрӑнчӗ. Ҫул укҫине тӳленӗ. Давыдов ӳсӗркелерӗ, ыйтрӗ: — Итле-ха, Иван пичче, эс ӑҫтан пӗлетӗн-ха, хӑв аҫуна лешӗн упӑшки… ну, пӗр сӑмахпа каласан, хӑй еркӗнӗн упӑшки тата ун пиччӗшӗсем хӗненине? Анчах та ӑна тӑвасси минутлӗ ӗҫ пулмарӗ. — Сирӗн пеккисем татах та пур-и кунта? Эпӗ ӑнлантӑм ӑна: мӑнтарӑн старик, ҫуралнӑранпа та вӑл служба ӗҫне хӑйне кирлишӗн пӗрремӗш хут кӑна пӑрахнӑччӗ пулӗ те, уншӑн та ӑна епле тав турӗҫ иккен!.. Малта Елена тата Зойӑпа Инсаров пыраҫҫӗ; кӑмӑлӗ тулнӑ Анна Васильевнӑпа Увар Иванович алла-аллӑн тытӑнса утаҫҫӗ: Увар Иванович хашкать, ҫӗнӗ улӑм шлепки унӑн ҫамкине касса ыраттарать, урисем атӑ тӑхӑннипе пӗҫерсе тӑраҫҫӗ, апла пулсан та, вӑл хавас; Вӑл ыйӑха путса пурне те манма пуҫларӗ, юлашкинчен ҫывӑрса кайрӗ. Урӑх пултараймастӑп. Тӗрӗссипе, Аэромузейре кивӗ, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ темиҫе самолет пур-ха, кӑмӑл пулсан, хӑвна ху «Хавеланд» ҫинчи разведчик е «Ньюпор» ҫинчи истребитель теме те пултаратӑн. Вӗсем граждан вӑрҫинче чи юлашки хут вӗҫсе курнӑ. Ан ҫап, тенӗ! Эсӗ пӗлетӗн-и, Кассий, кам вӑл? Ку офицер полкри обоз пуҫлӑхӗ пулса ӗҫленӗ, лашасене валли апат тӑратас ӗҫе те хӑех туса пынӑ вӑл. Ҫак ӗҫлӗ ҫын, хӑйне мӗн кирлине пит пӗлекенскер, пӗр ытармалла мар кунхине хӑй учителӗ-тусӗ патне пырать те: Николай Антоныч, тет ӑна, ҫав Григорьев сире чӑнах та тӗрӗссине каланӑ иккен, тет. Эсӗ арҫын ача иккенне ҫип тирнӗ чухнех асӑрхарӑм эпӗ, ытти ӗҫсене тӗрӗслес шутпа ҫеҫ тутартӑм. Ну, халӗ ӗнтӗ хӑвӑн кукку патне уттарах; Амӑшӗ ҫавна, ӑнланмалла мар аван пулнине, туйрӗ те, Наташа сасси шӑнкӑртатса тӑнӑ май, хӑй ҫамрӑк пулнӑ чухнехи улахсене, яланах ҫунӑк эрех шӑрши кӗрекен каччӑсен усал та хаяр сӑмахӗсене, вӗсем намӑс сӑмахсемпе шӳт тунисене аса илчӗ. Базаров, малтан вырӑн ҫинче йӑшӑлтатса илчӗ те, ҫапла каласа хучӗ: — Куратӑп, эсӗ, тӑванӑм, айвантарах-ха. — Пулнӑ, эпӗ унта кӑштах ӗҫлесе пӑхнӑ. Тӗлӗкре кӑшкӑрнӑ пек туйӑнакан сасӑ часах мӗскӗнӗн ҫухӑрнӑ пек илтӗнекен пулать, вара ним уйӑрса илмелле мар нӑйкӑшнипе пӗтсе ларать. Ҫамрӑк ҫынсем, куҫа-куҫӑн юлса, пӑртакҫӑ пушӑ фразӑсемпе перкелешсе илнӗ, унтан, ахӑрнех, ҫак вӗсене пӗр-пӗринчен ютшӑнтарма ҫеҫ пултарнине сиссе, йывӑр та аван мар, темскере кӗтекен чӗмсӗрлӗхпе ҫӗтсе ларнӑ, Любовь, апельсин тытса, хӑйӗн мӗнпур тимлӗхне ӑна шуратма янӑ пек тунӑ, Смолин, куҫӗсене аялалла тинкерсе, мӑйӑхӗсене сӑнанӑ, унтан вӗсене тирпейлӗн кӑна сулахай аллипе якатса, ҫӗҫӗпе выляма пуҫланӑ. Пӑванӑн чӳрече решеткине касса татмалла, кӗпине тӑрӑх-тӑрӑх ҫуркаласа кантра пек ҫыхмалла та, ҫав кантрапа картишӗн хӗвелтухӑҫӗнчи сарлака стени ҫине анмалла пулнӑ. — Вӑл тӗрӗс, — хальхи вӑхӑта илсе пӑхсан, ывӑлу сан ытла йӑваш, — килӗшсе каланӑ мучи. — Ҫынна ҫын ҫиесси ӑҫтан тухса кайнӑ пирки, — терӗ Паганель, — эсир пысӑк ыйту лартатӑр, Джон. Вӗсем яланах ӗҫре: вӗсене апатланма, ҫывӑрма вӑхӑт пит сахал параҫҫӗ; канма, сывлӑха тӗреклетмелли упражненисем тума кунне икӗ сехет параҫҫӗ. — Мӗн хӑрушӑ пулнинче? — ыйтрӑм эпӗ. Художник пӗр самантра хатӗрлесе хунӑ станокне шутарса лартрӗ, аллине палитра тытрӗ те хӗрӗн шурӑх пичӗ ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. — Ҫук, мистер Джон, эпӗ кӑна тума пултараймастӑп, — терӗ ӑна кайранласа Мэри. Паллаймарӑн-им? Хӗрарӑмсем мӗнле ӗҫленине пӑхса ҫӳрес-и — унта бригадирсем те пур. Вӗсене курманнипе манӑн хам вуланӑ кӗнекесенчи ӑнланмалла мар вырӑнсем ҫинчен ыйтса пӗлмелли май пӗтрӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хама интереслекен ыйтусене тетрадь ҫине ҫырса пыма тытӑнтӑм. Часах вӑл ҫыруне почта хӑвӑла леҫнӗ те, киле таврӑнса, питӗ кӑмӑллӑн ҫывӑрма выртнӑ. Тата пӗр-пӗр ҫыннӑн пыл хурчӗсем пур пулсан, ҫав ҫын вилет пулсан, ҫакӑн ҫинчен тепӗр ирхине хӗвел тухиччен пыл хурчӗсене пырса каламалла; ҫапла тумасан, вӗсем халсӑрланса каяҫҫӗ, ӗҫлейми пулаҫҫӗ, пурте вилсе пӗтеҫҫӗ. Йывӑҫ хӑвӑлӗсенче эпӗ час-часах пыл тупаттӑм, ҫав пыла шыв ҫине ярса сӗлӗ ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ ҫӑкӑрпа ҫиеттӗм. Ӑнсӑртран мар тесе никам та иккӗленсе тӑни пулмарӗ. Том ҫав тери савӑнӑҫлӑ, кунашкал хаваслӑ вӑйӑ, тата ҫав тери килентерсе шухӑшлаттаракан япала нихҫан та пулманччӗ-ха тет, май килес пулсан эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех ҫак вӑййа выляттӑм, кайран Джима ирӗке кӑларма хамӑн ачасене халал парса хӑварӑттӑм тет, мӗншӗн тесен Джим майӗпен-майӗпен хӑнӑхса пырать те кунти пурнӑҫа килӗштерсех пӑрахать. Грушницкий бал иртичченех княжнана йӗрлерӗ, е унпа хирӗҫ тӑрса ташларӗ вӑл, е пӗрле ҫӳрерӗ; вӑл ӑна куҫпа ҫисе ярасса ҫитрӗ, ассӑн сывлать, йӑлӑнса та ӳпкелешсе йӑлӑхтарать. Чунӗсенче вӗсен час-часах ырӑ ӗҫ тӑвас ӗмӗт те пур, анчах поэзи таврашӗ пӗр пуслӑх та ҫук вара. Нихӑҫан та ӑнланма пултарас ҫук пулӗ. Эпӗ мӗнле вӗренни ӑна нимӗн чухлӗ те шухӑшлаттармастчӗ, ҫапах вӑл мана нихҫан та кӳрентерместчӗ; вӑл ман ирӗклӗхӗме хисеплетчӗ — манпа ырӑ кӑмӑллӑччӗ теме те пулать пуль… анчах мана хӑй ҫывӑхне ямастчӗ. Вӗсем ылтӑнпа капӑрлатнӑ капмар храмсем тума тытӑнаҫҫӗ, вӗсене Хӗвел ятне параҫҫӗ. Хӗвел вара — пурнӑҫӑн ашшӗпе патши, вӑл чӗрӗ пурнӑҫ кӳрет, тилӗрӳллӗ те кӑра, вӑл вилет те тепре ҫуралать. Тен, шӑпах ҫав самантра ача чухнех курнӑ тискер тӗлӗксене асӑма илтем пулӗ, тӗлӗксенче мана вӗлеретчӗҫ те, путаратчӗҫ те, — вӑрансанах вара хам сывӑ иккенне туйнипе тем пек хӗпӗртеттӗм. — Таймыр. Вӗсем тыткӑна лекнӗ пулсан, ҫав тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен эпир мӗн те пулин пӗлме пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Доктор Грея вӑрӑ-хурахсем тарнӑ чухне пӑрахса хӑварнӑ киркана илме ячӗ. Ту айккипе хамӑр шлюпкӑсем патне аннӑ май, доктор пире юлашки кунсенче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен темиҫе сӑмахпа каласа кӑтартрӗ. Мӗн пирки иккӗленчӗ вӑл? Вӗлермелле тӑвас приговор пирки-и? Эсир кайри урӑрсем ҫинче ҫирӗп тӑма пултараймастӑр; сирӗн урӑрсенчи чӗрнесем нимӗн тума та юрӑхсӑр, эсир вӗсемпе хӳтӗленме те, тӑшман ҫине тапӑнма та пултараймастӑр. Гленарван ҫакӑн пек аптӑрамалла сӗнӳ пулассине пӗрре те кӗтсе тӑман. Вӑл хӑйӗн тусӗсем ҫине пӑхкаласа илчӗ. Лешсем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш лаша — Вильсон лаши — ҫавӑн пекех сасартӑк вилчӗ, кунсӑр пуҫне кунтан та пысӑкрах инкек пулчӗ — вӑкӑрсенчен пӗри ӳксе юлчӗ. — Мӗскерлескер эсӗ? Унӑн куҫӗ амӑшӗн куҫӗпе тӗл пулчӗ, — амӑшӗ кӑртах сиксе ун патнелле туртӑнчӗ, хӑй сисмесӗрех аллипе сулса илчӗ, — ҫак самантрах Михайло тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ҫак хурлӑхлӑ хыпара Нестеренко питӗ хаваслӑн пӗлтерчӗ, унтан тӳрех, аллипе ягдташне ҫапса илсе, хушса хучӗ: — А эпӗ — ак епле! «Эге, ге!» пӳлчӗ ӑна гайдук: «Эпӗ, тусӑм, эс камне пӗлетӗп: эсӗ ман патӑмра ларакансем йышшиех. Ҫавна курсан, капитан сурчӗ те урипе тапрӗ. Костыльсӗрех, хӑрах урапа, вӑл ун ҫине упӑте пек ҫӑмӑллӑн сиксе ӳкрӗ те, унӑн нимӗнпе хӳтӗлемен ӳтне хӑйӗн ҫӗҫҫине икӗ хутчен аври таранччен чиксе ячӗ. — Акӑ мӗн, Пешков, атя-ха каллех хам пата! — терӗ вӑл. Дик вӑл шавлӑн шӑпӑртатнине те уйӑрса илчӗ. Тепӗр вунӑ минутран вӗсем улпут картишне ҫитсе кӗчӗҫ. Вӑл епле хумханса тавралла пӑха-пӑха илнине каласа пама та йывӑр. Вуникӗ ҫул пулать ӗнтӗ вӑл тӑван ҫӗршывне курманни. — Пит тӗрӗс каларӑн. Вара вӑйлӑран вӑйлӑ уҫӑлса та тасалса пычӗ уншӑн шухӑш: пурӗ те виҫӗ мӑнаҫлӑ тайӑн ҫех пур этемӗн, кусем — наука, исскуство тата вӑй-халпалан ирӗккӗн ӗҫлесси. Вырӑнта юлни маншӑн пӗтнӗпе пӗрех туйӑнчӗ. — Эпӗ акӑ мӗн ҫинчен каласшӑн, — терӗ Том Аустин, — тепӗр кунӗнче «Дункан» ӑҫталла кайнине пӗлсен, боцман… — Боцман тетӗн? — сиксе тӑчӗ Гленарван. Ку вӑл эпӗ манса кайнипе пулнӑ йӑнӑш мар, пачах урӑх йӑнӑш. Илтетӗр-и? Тӗлӗ-тӗлӗпе ҫеҫ пӗчӗк вӑрмансем, Екатерина вӑхӑтӗнчи авалхи плансем ҫинчен аса илтерсе, — сайра та лутра вӗтлӗхпе витӗннӗ типӗ ҫырмасем авкаланса выртаҫҫӗ. — Ӑна картишӗнче, тимӗр алӑк патӗнче тупнӑ. Арӑслан Дик Сэнд ҫине пӑхрӗ, Дик Сэнд куҫне пӗрре мӑчлаттарми арӑслан ҫине. Юрать-и? Ҫапах чавма шутларӗҫ, ҫиҫӗм ҫути те ҫителӗклӗ терӗҫ пулас. Анчах пурпӗр масар ҫывӑхӗнчи ҫурта хунар илме яма лекрӗ. Шыв нумай хушма кирлӗ мар, — тенӗ старик. Анчах, ҫӗр ҫӑттӑрах ҫав комендант мана нимех те татӑклӑн татса калаймарӗ. — Вуланӑ кӗнекесенчен хӑшӗ сирӗн кӑмӑла ытларах каять? Вӑл килте ҫук халь. Саша, юррине татса, унӑн ҫумӗнчен тата та аяккарах куҫса ларнӑ. Ҫак темӗн пысӑкӑш йывӑҫӑн тураттисем ҫинче вырӑн мӗн кирлӗ таранах пур: ҫулҫисем пуринчен ытла турат вӗҫӗсенче ҫӑралса тӑраҫҫӗ, туни патнерех чылаях сарлака уҫӑ вырӑнсем юлнӑ, вӗсен витӗр пур енчен те ҫил кӗрет. — Шуйттансем вӗсем пӗлеҫҫӗ кам мӗне тӑнине, — тесе тӑрӑхлатчӗ ӑна кукамай. Вӑл ларчӗ, шлепкине тӑхӑнчӗ те:— Говэн, ыран хӗвел тухсан, сире асаплантарса вӗлереҫҫӗ, — терӗ. Пирӗн пата темиҫе штук заявлени килчӗ, пӗри вӗсенчен — пирӗн хуторти Кондрат Майданниковран, эсир ӑна калама ҫук лайӑх пӗлетӗр. Эсир вӑл мана килӗштерет терӗр, мана та яланах хам ӑна килӗшнӗ пек туйӑнатчӗ. Вӑл итлесе пӗтермесӗрех аяккалла пӑрӑнчӗ, Грушницкий патне ларчӗ те, вӗсен хушшинче вара темӗнле калаҫу пуҫланчӗ: княжна унӑн ҫаврӑнӑҫлӑ сӑмахӗсене хирӗҫ пӑтранчӑк сӑмахсемпе тавӑрчӗ пулмалла, хӑй ҫав вӑхӑтрах тимлӗн итлем пек турӗ: Грушницкий, вӑл мӗншӗн пӑшӑрханса пӑхнине, мӗншӗн унӑн чӗри вӑрканине пӗлесшӗн пулса, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхкаларӗ. «Айӑплӑ мар эпӗ, нимӗнле усал шухӑшӑм та ҫук манӑн», терӗ Иван Иванович, куҫне Иван Никифорович ҫине ҫӗклемесӗр: «чунтан тархаслатӑп, хисеплӗ дворянинсем, турӑ умӗнче те, сирӗн умӑрта та, эпӗ хам тӑшмана нимӗн те туман. Каҫпа вӑранмассерен унӑн ҫывӑракан мӑнтӑр пичӗ ҫине шӑнарайми ҫилӗпе, курайманлӑхпа вӑрахчен пӑхса тӑраттӑм. Талантлӑ произведени курсанах вӑл тарӑхнипе кӑвакарса каякан пулчӗ. — Ҫапла эппин, — терӗ Озеров, хӑй ҫинче халь те-ха темскер тӳрлеткелесе тата кӗсйисене хыпашлакаласа, — эсир хӑвӑр ӗҫӗре турӑр, халь ӗнтӗ сирӗн… Погонсемпе орденсем пире тӑнран ямаҫҫӗ, ман шутпа, вӗсем сире те, Воропаев юлташ, анратса яма тивӗҫ мар пек. Миките, тем астуса илнӗ пек, чарӑнса тӑнӑ. — Вӑл хӑрушлӑхра-им? — ыйтрӗ Берсенев. Анчах халь ун ҫинӗ никам та пӑхман. Хам та урӑх ҫын пулса тӑтӑм пулас, пурнӑҫ ҫынна улӑштармасть тетӗр-и, чӑнах? Ҫавӑнпа та сана палласа илтӗм. Китайра туса хатӗрленӗ вазӑсене, сӗтел ҫине хумалли мрамор хӑмасене, авӑнчӑк йӗрсемлӗ, ылтӑнланӑ е ахаль грифсемлӗ, сфинксемпе арӑслан урисемлӗ ҫӗнӗ е кивӗ тенкел-пукансене, люстрӑсене, кенкетсене, пурне те пӗр ҫӗре купаланӑ. Ҫын ҫывӑхрине сиссен, вӑл чӗрери ирӗклӗхнелле тем пекех хыттӑн тапса сикнӗ. Лайӑх пӗлетӗп! Акӑ вӗсен ҫамрӑк ӗмӗчӗсен телейлӗ вӑхӑчӗ! Падре ҫавна курса, ӑна шанӗ ӗнтӗ. Философипе риторикӑран хӑш-пӗрисене астӑватӑп, ют чӗлхесемпе математикӑна вара пач маннӑ. Ҫара пуҫ вӗҫҫӗнех эпир сивӗ тӗтре витӗр тухса чупрӑмӑр. Кун тӗттӗмленме пуҫларӗ. — Юрать, — терӗ вӑл кӑштах тӑхтанӑ хыҫҫӑн — хӑвна ҫӑлма кирек кама кӗт те, халӗ лар-ха ҫак пӳлӗмре. — А эсӗ ӑҫталла ҫак, Олеся? — мӑнукӗ пуҫӗ ҫине ҫӑмран ҫыхнӑ пысӑк хӑмӑр тутӑр васкаса ывӑтнине курса, сасартӑк ыйтрӗ Мануйлиха. Паҫӑрхи вӗҫевҫӗ марсиансем пурӑнакан вырӑна кайса евитлесси иккӗлентермест. Вӑл малтанах: «Сиртен ҫурри мана пӑхӑнса тӑма килӗшмесен, ҫав ҫуррине, мана пӑхӑнманнисене, персе вӗлерме хушатӑп та юлнӑ ҫынсемпе замока хӳтӗлетӗп», тесе пӗлтерчӗ. Вара ӗҫ майлашса та карӗ: Тушка тутӑ, Тушка ӳсӗр, Тушка хӗрарӑмсем тӗлӗшӗнчен ытлах та кӑмӑллӑ пулса пурӑнать… Каменщик ҫиленсе сӑмаха чарса калать: — Тутӑ та ӳсӗр пулни пит паха-им? Мӗнле ҫын пулнӑ-ха вӑл ман атте Вӑл иртнӗ ӗмӗр ҫынниччӗ, тата унӑн та, ҫав ӗмӗрти мӗнпур ҫамрӑксенни пекех, кӑшт ҫеҫ палӑракан рыцарьлӑх, теветкеллӗх, хӑй ҫине хӑй ытларах шанасси, ырӑ кӑмӑл тата ӗҫсе иртӗхес йӑла пурччӗ. Хӑраххӑн юлнӑ ула кураксем ҫӗр каҫмашкӑн уйсенчен вӑрманалла вӗҫсе кайма хыпаланаҫҫӗ, вӗсен ҫуначӗсем ҫилпе хуҫлана-хуҫлана илеҫҫӗ. Марийка кун каҫа ҫав тери ӗшенсе ҫитрӗ, хӑйне ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пӗр беженец лартса килмен пулсан, килне те ҫитейрес ҫукчӗ-и тен. Ҫырма патне ҫитсен хайхи ҫын, ӑна лартса килекенни, кӳршӗ ялалла пӑрӑнса кайрӗ. Марийка унпа сывпуллашса Ольховка патне ҫитнӗ вӑхӑтра тӗттӗмленме пуҫларӗ. Тӗрӗс ӗнтӗ вӑл: пирӗн сийрен те тепри, ӗҫекенни, пултарусӑрри, господинсем ҫумне ермешӗнсе каять… анчах та унта мӗн хаваслӑхӗ пур-ха!.. Труках ҫӗрле пулса ҫитрӗ, каҫ пулса килни те сисӗнмерӗ темелле. Анчах тӗттӗм пулчӗ пулин те шӑрӑх сирӗлмерӗ. Пуҫра пӗр шухӑш кӑна пулнипе, вӑл мӗнпур вӑйне пухса, каскине кӑкӑрӗ умне тытса, оборона рубежӗ патнелле чупрӗ. — Кайрӗ вӑл… Вут чулӗпе вӗсем ытти чулсене хӑйраса ҫивӗчлетеҫҫӗ, чултан тӗрлӗ савӑлсем, пуртӑсем тата мӑлатуксем тӑваҫҫӗ. Тепӗр минутран вӑл:— Яковӑн урӑх вӗренме кирлӗ мар, — терӗ. Хӑранине пула вӑл алӑк патнелле куҫнӑччӗ, анчах Макар каланӑ хыҫҫӑн пуканӑн хӗрринех пырса ларчӗ, хӑй вара ларсан-ларсан пӗр алӑк ҫинелле пӑхса илет… Макар чышкине чӑмӑртарӗ, ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут курнӑ пек, ӑна тӗрлӗ енчен ҫавӑра-ҫавӑра пӑхать, вара каллех ыйтать: «Ҫак кучченеҫе эпӗ сана иккӗмӗш хут тыттарсан, ун чухне мӗн пулӗ?» Мӗн тума килчӗ-ха карап хӳрине кок? — Ак сана япала… — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Йывӑр мар эпӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсем икӗ пӗчӗк ҫӑлтӑр, Марсӑн икӗ спутникне тупнӑ. Парикмахер калаҫма чарӑнсан, вӑл ӑна пӗтӗм кӑмӑлӗнчен:— Эх, Шлема, эсӗ акӑ ӑслӑ ҫын, анчах ухмах ӗҫ туса хунӑ. Анчах нихӑшӗ те ҫӗнтереймест. — Ҫак сӑлтавпа: сан ҫут тӗнчере пурӑнмалли кӑшт ҫеҫ юлчӗ… Сан пурнӑҫу икӗ хут пӑхса ҫаврӑнмалӑх та тӑватӑ хут сывламалӑх кана юлнӑ. Капитан Чесловӑн эскадрильинчи самолётсем ҫӗре анса ларсан, лётчиксен урисем айӗнчи ҫӗр чӗтресе тӑчӗ, снарядсем вӗҫӗмсӗр ҫурӑлнипе таврара ним илтӗнмерӗ. Тепӗр тесен, эпӗ сирӗн ҫинчен хӑвӑра хут ҫырса парӑп. Коллежски асессор ӗнтӗ шанчӑкне те ҫухатрӗ. Хваттерте тӑраканни патне вӑл хӑнӑхса ҫитрӗ, хӑй ҫине лешӗ тинкерсе пӑхнисене кӑмӑлларӗ. Итлесем, эппин: хӑй мӗн тери хитрине каласа парам эпӗ сана. Ҫав самантра картишне ултӑ лаша кӳлнӗ кӳме пырса кӗчӗ. Тул енчи алӑкра ҫӑраҫҫи пурччӗ, эпӗ ӑна питӗрсе илтӗм те, уҫҫине кӑларса кӗсьене чикрӗм. Акӑ эпӗ каллех чӗрӗ!» тейӗ. — Час тепре тӗл пуличчен! — шӑппӑн каланӑ Маякин, пырӗ пӑвӑнса ҫитнӗ пекех. — Ман шухӑша пӗлес килет пулсан, — терӗ Мартини, — эпӗ ҫав плана хирӗҫ тӑратӑп. Кӗнекесем пирки ан манӑр, мӗн те пулин интересли курӑнсанах пырса парӑр. Ҫапла-и? — ҫӗкленсе кайса вӗҫлерӗ Челкаш хӑйӗн сӑмахне. Ун айӗнче авӑнчӑк тӗтрелӗх сарӑлса выртать. Савӑнӑҫлӑ старик мар. Яков Лукич — тирпейлӗ хуҫа. Типӗ тытма лагерьтен аяккарах, епле те пулин лӑпкӑрах вырӑна каймалла. Ах! Вӑл, вак пӑхӑр укҫана ним чӗнмесӗр, шухӑша кайса шутласа, мана аллӑ пус сӗнчӗ, анчах эпӗ мана ку кирлӗ мар тесен — пӑхӑра хӑйӗн брюки кӗсйине чикрӗ, анчах алли тӗл лекеймерӗ те — укҫи урайне тӑкӑнса сапаланса кайрӗ. Паляныця калаҫакан ҫине кӑмӑллӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ. Кӗтмен ҫӗртенех вӗҫме пултараяслӑх туяннӑ тейӗн, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ унӑн ҫав тери ҫӑмӑл та ирӗк. — Тытӑнӑпӑр, — ответлерӗ подпоручик: — анчах… ҫапӑҫакансенчен пӗри кунта пулни… Халӗ ӗнтӗ вӑл та ӗҫлет, ӑна никам та харампыр теме пултараймасть. Пӗри хӑйӗн пуҫне вӑйлӑ ҫынӑнни пек пӑрса хурса ӳкерттересшӗн; тепри куҫӗпе тӳпене кӑмӑллӑн пӑхса ӳкерттересшӗн; гварди поручикӗ куҫӗсенче Марс курӑннӑ пек тутарасшӑн; граждански сановник хӑйӗн питне тӳрӗ кӑмӑллӑ ырӑ ҫынӑнни пек ӳкерме хушать, вӑл аллине уҫҫӑн палӑрса тӑракан саспаллисемпе: «яланах чӑнлӑхшӑн тӑрать» тесе ҫырнӑ кӗнеке ҫине хурса ӳкерттересшӗн. — Укҫа кирлӗ, тӑванӑм. Ҫавӑн пек пулассисем ҫинчен шухӑшласа вӑл хӑйне хӑй темӗн пекех хурлантарса пӗтернӗ, унӑн куҫӗ пӗрмаях шывланса тӑнӑ, куҫӗпе мӑч-мӑч тунӑ чухне куҫҫулӗ аялалла юха-юха аннӑ та сӑмси тӑрринчен ҫӗрелле пӑт-пӑт тумланӑ. — Юлташсем! Ҫак ӑслӑ сӑмахсем, каярахпа та пӗрре ҫеҫ мар мана вӑй-хӑват хушӑнтарнӑскерсем, кӑштах лӑплантарчӗҫ, анчах ман валли ҫӑкӑрпа шыв ҫеҫ мар, кӑнтӑрлахи апата пӗтӗмпех, ҫав шутра пӗчӗк роза текен пирожнӑй татӑкне те парса яни тарӑн шухӑша ячӗ. Паттӑрлӑх — ӗҫне ҫитичченех ӑнланса илнӗ ответлӑх вӑл. Тултан инҫетре кӗмсӗртетнипе кӑштах шӑпланнӑ шав илтӗнсе кайрӗ. — Сире Сан-Фелисе асьендӑран Атакама хулине ҫитерме май тупӑпӑр эпир — ҫакна пӗлетӗп, унтан вара… — Гаррис мистер, — пӳлчӗ ӑна Уэлдон миссис, — тархасшӑн, Дик сирӗн сӗнӗве йышӑнасшӑн мар тесе ан шутлӑр эсир! Анчах мӗнле майпа эсӗ кунта ҫитсе лекнӗ? Сӗтел ҫине апат лартнӑ. Ҫапла шутласа татӑлнӑ: эпӗ ӑна округа, агронома вӗренме леҫетӗп, унта ҫавнашкал техникум пур, тепӗр икӗ ҫултан вӑл агроном пулать, ӗҫлеме кунта, Шырланпуҫа килет, кӑҫал кӗркунне, ӗҫсене туса пӗтерсен, туй тӑвӑпӑр. — Ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑка хыватӑп та пиншак тӑхӑнатӑп. — Ку саншӑн усӑллӑ, — терӗ вӑл мана. Том нихҫан та пӗр тӑрукӑн аллӑ доллар та курман-ха; пуян мар ҫемьесенче пурӑнакан ытти арҫын ачасем пек, вӑл та ҫапла шухӑшлать: «Ҫӗрсем» тата «пинсем» ҫинчен калаҫнисем ҫеҫ, чӑннипе илсен, тӗнчере ун пек пысӑк укҫасем пулмаҫҫӗ те». Алексей йынӑшса ответлерӗ: — Эсӗ ху мана ӑс патӑн. Кванза, Анголӑн пысӑк юханшывӗсенчен пӗри, «Пилигрим» арканнӑ вырӑнтан ҫӗр миля аяккарах Атлантика океанне юхса кӗрет. — Яланхи тӗслех, кӑвакарчӑн тӗслӗ. Ун патне ҫитме, пире кимӗ илме, унтан ытти карапсен хушшинче кукӑр-макӑр ҫӳреме тиврӗ. Вӑл Павел амӑшӗнчен кӗнекесене фабрикӑна епле майпа илсе кӗртме шутлани ҫинчен ыйтма тытӑнчӗ, амӑшӗ вара вӑл пур вак япалана та ҫав тери лайӑх пӗлнинчен тӗлӗнчӗ. Инкек-синкек пуласран чунне кантарнӑ онбаши ҫапла каланипе килӗшрӗ те, вара вӗсем хӑйсем тӗллӗнех тухса кайрӗҫ. — Иван! Эрех пар! Бекки хӑраса ӳкнипе ун ҫумнелле тӗршӗннӗ, куҫҫуль тухассине пӗтӗм вӑйӗпе чарма хӑтланнӑ, анчах куҫҫулӗ юхнӑҫемӗн юхнӑ. Вӗсем хуртсене сӑхаҫҫӗ… Мунча чӳречисенчен ҫумӑр чашлаттарса тӑрать, ун кӗтессинчен ҫумӑр шывӗ сиксе тӑрса ҫырма тӗпнелле юхса анать. Ӑна тивӗҫлӗ пек алла илсенччӗ. Ҫапла. Ҫак генерал вара, хӑй патне хӑнасем пухӑнсан, яланах шӑп та шай тӗп-тӗрӗссӗн вунпӗрте ҫывӑрма каятчӗ. — Ытлашши нумай опиум патӑм пулсан, мӗн пулса тӑрӗ вара? — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Унтан эпӗ мул шырама кайни ҫинчен пӗлтӗм, — терӗ малалла капитан. Вӗсенчен пӗрисем Мичуринсем пулаҫҫӗ, теприсем Дежнёв пек ҫӗнӗ ҫӗр шырама тухса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсенчен Ломоносовсем ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, тӑваттӑмӗшӗсем килӗсенчен тухмасӑр, ҫӗнӗ ҫӗрсем шырамасӑр тата походсене каймасӑр, ҫап-ҫара чул тусене пурӑнма юрӑхлӑ тӑваҫҫӗ, вӗсене мӑнукӗсем тата манукӗсен ачисем валли хатӗрлеҫҫӗ. Вӑл Овчери ялне кӗрсе тухӗ — хӑй ӗҫпе ҫӳренӗ чух вӑл ҫав ялта тӑтӑшах пулкаласа курнӑччӗ-ха, унта ҫыннисем те шанчӑклӑ. — Православнӑйсенчен, ара, кам унта каять? Пӗтӗм воспитани йӗркине улӑштармалла. Унтан эпӗ часах хытӑ ҫывӑрса кайрӑм. Сулла сутатпӑр та, пӑрахут ҫине ларса, Огайо тӑрӑх тӑвалла каятпӑр; унти штатсем ирӗклӗ, нимӗн хӑрамалли те ҫук. Ҫапла ӗмӗтленнӗччӗ эпир. Миките унта та кайнӑ, хуранӑн курӑнакан патне пынӑ, пӑхать: тӑпра — ӑна ҫаралса кайнӑ калча ҫинчен вӗҫтерсе пынӑ, — ҫав юра хуранӑн кӑтартнӑ. Пӑшӑхса хӗрелнӗ Калчо хӑйӗн шӑнӑрлӑ аллисемпе ҫаплах тем пысӑкӑш пӑрана ҫавӑрать. Вӑл чӳрече патне пычӗ, стена кӗтессине ҫамкипелен Ромашовпа юнашар тӗреленсе тӑчӗ те, ҫурхи каҫӑн ӑшӑ тӗттӗмнелле шухӑшлӑн пӑхса, чӗтӗренекен, тарӑн, витерӳллӗ сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ: — О, мӗнлерех кӑна хаклама пӗлейместпӗр эпир унӑн ҫип-ҫинҫе, тытса илме май ҫукла ҫепӗҫлӗхне, эпир — тӳрккес, кахал, малашлӑха курманскерсем. Пӗр шит тӑршшӗ те шӗвӗр пӳрне хулӑнӑш пируса тӗплӗн калаҫма чӗркерӗ вӑл. Алексей Баймаковӑна ҫуртне хӑйне сутма сӗнчӗ: — Мӗн тума кирлӗ вӑл сана? Арманта мӗн пулса иртни ҫинчен калаҫкаланӑ хыҫҫӑн Викентий хӑй патне пынӑ ҫынна ырӑ каҫ сунса хӑварасшӑн пулчӗ. Полковник старший лейтенант ҫине тӗлӗнерех пӑхрӗ те, ӑна кӑмӑлласа, пуҫӗпе сулса илчӗ: — Тӗрӗс. Маншӑн пулсан — тӗрӗссине каласа пултӑр, ҫынсем йышӑнмасан — турӑ шута илӗ. Эпӗ ура ҫинех сикрӗм, анчах вӑйлӑ сулӑмпа ҫапӑннӑран тытӑнса тӑраймарӑм, ӳкрӗм те тӑнран кайрӑм. Кунта, ав кур, тулта декабрь, анчах ҫанталӑкӗ майри пек… Ку ҫӗршыв пӗртте эпӗ Иллеш романӗсем тӑрӑх кӑшт пӗлекен пулнӑ ҫӗршыв пек мар. — Эсӗ ӑна ӑҫта тупнӑ? — Мана пӗҫерккӗ шарас умӗн ҫапла чӗнеҫҫӗ. Ҫак самантран пуҫласа вара Гремячий Лог хуторӗ тӑрӑх асар-писер ҫавраҫил ҫавӑрттарма тытӑнчӗ. Унтан, пӗркеленсе пӗтнӗ, кӑвак сӑнлӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен куҫҫуль пӗрчисене шӑлса илсе, вӑл ҫапла каларӗ: — Тек курнӑҫаймӑпӑр ӗнтӗ, эсӗ — пӗр вырӑнта ларма пӗлменскер — инҫете каятӑн, эпӗ — вилетӗп… Елена ун аллине тата хытӑрӑх чӑмӑртарӗ, вӑтаннипе кӗтмен ҫӗртен хӗрелнӗ питне ют ҫынсене кӑтартасшӑн мар пулса пытарнӑ пек, пуҫне тата ытларах ҫӗрелле усрӗ. Анчах ҫапах та, ман шутпа эпир вулканӑн чи пысӑк пырӗ ӑшӗнче мар, пӗр айккинчи шӑтӑкӗнче пулнӑ, ҫавӑнпа та кунта вулкан вӑйӗ ытла хытах тӗртеймен. Эх, Павел, каласа параймастӑп эпӗ сана юлашки кунсем ҫинчен. Ну, ыйтатӑн пулсан, калам. Вӗсем кивелсе, хуралса ларнӑ йӗпе шинельсем тӑхӑнса янӑ, ботинкисем те ҫӗтӗлкелесе пӗтнӗ. Арман хуҫи васкасах арӑмне тӑратма кайрӗ; юлашкинчен, мана ҫывӑрма пӳрте чӗнчӗ; анчах эпӗ картишӗнчех ҫӗр каҫма шутларӑм. — Кунта та начар, лере те начар, — пӗрин ҫумне тепри. Вилӗ ӳт шӑрши тапса тӑрать, сывлама йывӑр, ку вара сире пушшех тӗлӗнтерсе ярать, асапланакан ҫын ӑшчикне ҫунтаракан вӗри вара сирӗн ӳт-пӗвӗре те сӑрхӑнса кӗнӗн туйӑнать. Кассир пирӗн хыҫҫӑн салхуллӑн пӑхса юлать: — Ку рейс пулмасть пулмалла! Пурте каялла каяҫҫӗ… — Хамӑрӑннисенех. — Мӗнле ӗҫре? — салхуллӑн кулса илчӗ Макар. Париж питӗ лайӑх. — Эсир — Павел, куршӗри… Каллех нимле ответ те ҫук. Хӑвах шухӑшла-ха: кунта эсӗ пӗччен, мансӑрӑн юлма пултарӑттӑн-и вара?.. Марсиан халатне мӑйӗ тӗлӗнче тытнӑ та ларать. Тӳпенелле лӑпкӑн пӑхать. Каҫ пулнӑ ҫӗре Озеровӑн вӑрманти лагерьне полкри стрелоксем ҫурри ытла пухӑнчӗҫ, — ҫапла пулса тухни вара пурне те тӗлӗнтерсе савӑнтарчӗ. Ҫак сӑмахпа профессор мӗн каласшӑн пулчӗ-ши? Хӑйӗн ҫулне кура ача ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ ӳсрӗ; сӑнӗ шуранка, анчах хура ҫӳҫӗ унӑн шуранка та чиперкке питне пушшех те лайӑхрах палӑртса тӑрать, пысӑк та питех вылянман хура куҫӗсем унӑн сӑн-сӑпатне тата чиперлетсе, ҫын куҫӗ умӗнче уйрӑмах палӑрмалла туса кӑтартаҫҫӗ. Вӗри пуҫне ҫӗклеме вӑй ҫитереймесӗр, вӑл сылтӑм аллипе шертӗрен яра-яра илсе хуллен ҫеҫ сӑмах хушрӗ: — Ҫапла, ҫуркунне, ҫуркунне! Ну, халь ӗнтӗ ӑна туртса карӑнтарӑр! Ҫӗрӗ ӑшӑ та лӑпкӑ; уйӑх ҫеҫ вӑрттӑн ҫӳреме лекнӗ ҫынсене ытла ҫутӑ ҫутатрӗ пулас. Анчах халь ӗнтӗ Марийка ҫаксенчен пуринчен те хӑвӑрт ютшӑнса пыма пуҫларӗ. Том ҫӗҫҫе Дик Сэнда пырса пачӗ. Тупнӑ япалана тимлӗн сӑнаса пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫамрӑк ӑна американеца кӑтартрӗ. — Туземецсем ҫывӑхра пулмалла, — терӗ вӑл. Сенкер тӳпере хӗвел ерипен шӑвать. Тӳпе ывӑлӗ — Лось — кӗрсе тӑчӗ. «Вӑл килмест-ши» теттӗм. Вӑл Кирила Петровича хӑйӗн аттестачӗсене тата хӑйне тӑватӑ ҫул хушши гувернӗрта усранӑ ҫын, Троекуровпа кӑштах хурӑнташлӑскер, ҫырнӑ ҫырӑва парать. — Юлмастӑп, — илтӗнчӗ ҫӗр тӗслӗ шавпа кӗрлев ӑшӗнчен. — Ӗҫ тухӗ пирӗн, сире шантарса калатӑп! — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель типӗ ҫӗр ҫинчен. Амӑшӗ ҫак сӑмахсене илтсен чӗтресе илчӗ те хуллен макӑрса ячӗ. Лашасем ҫук, нимӗҫсем илсе кайнӑ, сухаламалли вӑхӑчӗ иртсе пырать, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене пулӑшрӑм. Анчах та ывӑлӗ умне хӑрушлӑх тухса тӑнине ӑнланни ӑна хӑвӑртах ура ҫине тӑратрӗ: вӑл васкавлӑн тумланчӗ, пуҫне темшӗн шел тутӑрпа ҫӑттӑн чӗркерӗ те Федя Мазин патне чупса кайрӗ, — вӑл чирлӗ пулнӑ та — ӗҫлемен. Хӑрушлӑхӑн чикки ӑҫта ҫитсе перӗннине пӗлеймен пулин те, ун ҫинчен пурпӗрех тавҫӑраҫҫӗ вӗсем. Лайӑхраххи ҫинчен ҫырмалли тупайман, тейӗн. — Выҫӑпа кӳпчеме тытӑнсан, вӗсене пирӗнех тӑрантармалла пулать, урӑххисем нимӗн те парас ҫук. — Эпир ыран ишсе каятпӑр, — терӗ. Вӑл Мускава пурӑннӑ та, ун ҫинчен сура-сура калаҫать: — Тамӑк хули! — Юлмасть вӑл, ҫухалмасть, — терӗ леҫник, пурттине ҫӗклесе. Мӗн те пулин пулчӗ-и-мӗн? — Мӗншӗн тесен — ку ҫил-тӑвӑл. Юлашкинчен манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырах кӗчӗ: ара, турӑ алли пачӗ вӗт мана ҫак ҫупкӑна, эпӗ тӑвакан начар ӗҫсене пӗлӗт ҫинчен йӑлтах сӑнанине пӗлех тӑрам эпӗ; хама нимӗн те усал туман мӗскӗн карчӑкӑн негрне эпӗ вӑрласа кайни те паллӑ ӗнтӗ унта. Акӑ кӑтартрӗҫ те вӗсем мана ҫӳлте пурне те куракан куҫ пуррине, чыссӑр хӑтланнине чӑтма пултараймасть вӑл, ӑна чарса лартатех. Ҫакна ӑнланса илсенех хӑранипе манӑн урасем чӗтреме тытӑнчӗҫ. — Эпӗ ыран пӗрремӗш почта каретипех каятӑп. — Ку таса мар лӑстӑка илӗр те мана тасине парар, савнӑ чунӑм. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ чиркӳри хорта юрлатчӗҫ; хӑшпӗр чухне вӗсем ӗҫ хушшинче хуллен юрлама тапрататчӗҫ, аслийӗ баритонпа тарлатчӗ: — Хӗр чунӗн ҫӗрринеӲкертӗм тинӗсе… — Аван! — терӗ йӗркеллӗн француз, ура ҫине тӑма хатӗрленсе. Ҫак кашкӑр йышне пӗтерес пирки тӑватӑ ҫын пӗтет. Огнянов, кӑштах шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн, малтан хӑй ҫинчи тумтирне улӑштарса тӑхӑнмаллине ӑнланса илчӗ. Вӑл чӗнмест, ыйтнине илтмест е чӗнесшӗн мар, унтан — кӗтсе тӑракан шӑплӑхалла каллех ун сӑмаххисем пыра-пыра ӳкеҫҫӗ: — Святойсен пурӑнӑҫне пӗлме кирлӗ, а ун ҫинчен — пурӑнӑҫӗ ҫинчен кам пӗлет. Ҫак тӗлӗнмелле ҫар канашлӑвӗнче Оренбург ҫинелле тапӑнса кайма шут тытаҫҫӗ; ку харсӑр ӗҫ ӑнӑҫса кӑшт ҫеҫ инкек туса хураймарӗ! Капла пуласса пӗр-ик эрне маларах каласа панӑ пулсан мана… Вӑл сӑмах чӗнмесӗр, салху ҫӳреме пуҫланӑ, — пуринчен ытла ку Андрее ҫара ӑсатнӑ хыҫҫӑн палӑрнӑ. Паганелӗн ҫак шанӑҫсӑр ответпа та пулин килӗшмелле пулчӗ. Ҫул кӑтартса пыраканпа мӗн калаҫнине вӑл Гленарвана куҫарса пачӗ. Пӑтӑ ҫине тураса яма ӑна шӑнҫу патӑм, вӑл ҫавна кӳпнӗ те янӑ, пӑттине ытлашши тӑварлӑ тунӑ тата темле лӑймакаллӑ пӗҫернӗ… Алӑсем пӗр харӑсах ҫӗкленчӗҫ. — Ырӑ ҫынсем каланӑччӗ ҫав: халӑх кӗлетне тырӑ хывма кирлӗ мар, тенӗччӗ… Эсир пӗлетӗр-и, эпир халех унӑн портретне ӳкерттерме килтӗмӗр. — Япаласене асӑрханса тиеме пӗр кун кирлӗ, вара тӳрех Заруна. Мӗн-ши пӑлана ҫав тери нумай пӑхтарса тӑратать? Техасра — ытла шӑрӑх, Миннесотра — ытла сивӗ, Детройтра — ытла нӳрлӗ ҫанталӑк, Иллинойсра вара выҫлӑх тӑрать тесе шутлакан ҫынсем, пуринчен ытла арҫынсем, ҫаплах ачаллӑ хӗрарӑмсем те, вӗсемпе хутшӑннӑ та Арканзасалла ҫул тытнӑ. Вӗсен «форми» тӳрех ҫара ӳт ҫине тӑхӑнса пилӗкрен чӗн пиҫиххипе ҫыхнӑ йӑрӑмлӑ кӗпе пулнӑ. Разметнов Макара тӗрткелесе вӑратрӗ те вӑрҫса пӑрахрӗ: — Тем те пӗр туса тултарнӑ та, ҫывӑрса ларатӑн пулать? Вӑл ответ памарӗ. — Куратӑн-и, — пуҫларӗ вӑл именереххӗн, — аистӑн икӗ тӗрлӗ тӗсне кӑштах чухлатӑп, тет вӑл, анчах уйрӑмлӑхӗ мӗнре — ҫавна уҫҫӑнах ӑнланаймасть… Кайран вара, ҫынсем калаҫусенче граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ӗҫсем ҫинчен сӑмах-юмах тапратсан, — ҫак вӑрҫӑра пулнӑ ҫынсен чӗринче те, асӗнче те ҫав ӗҫсен кӗрлевӗ-янӑравӗ ӗмӗр вилӗмсӗр пурӑнать, — Кондратько, тӳлеккӗн мӑнаҫланса, ҫапла калатчӗ: «Пирӗн Клементий, Луганск ҫынни… Кӑнтӑрла, икӗ сехетпе ултӑ сехет хушшинче тата каҫхине, вунӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрччен, ӗҫ сахалтарах, — пассажирсем ҫиессинчен канса, чей, сӑра тата эрех анчах ӗҫеҫҫӗ. Обер-ефрейтор ку ҫын пирки хӑй те шухӑшланӑ: «Малалла утма пултараймасть ӗнтӗ вӑл, персе пӑрахмалли ҫеҫ юлчӗ», тенӗ, — ҫул ҫинче вӑл ун пек пӗрре ҫеҫ мар тукаланӑ. — Тархасшӑн, — терӗм эпӗ малалла ҫав саспах: — халех хӑвӑрӑн сӑмахусене каялла илме ыйтатӑп; ӑна пуҫран шухӑшласа кӑларнине эсир хӑвӑр питӗ лайӑх пӗлетӗр. Унӑн тӑрӑшшӗ ҫӗр футран кая мар, ҫакна эпӗ вӑл тинӗс хумӗсен ӑшӗнчен хӑйӗн тӳрӗ тӑракан хӳрине тулалла кӑларсан чухларӑм. Грушницкий малта пырать, ун хыҫҫӑн унӑн секунданчӗсем, унтан эпир докторпа. Одинцовӑна пӗтӗмпех юратса кайрӑм, тесе шутлама пуҫланӑ Аркадий лӑпкӑн тӗмсӗлме тытӑнчӗ. Хӗвел тавра час ҫаврӑнса ҫитекен кометӑсен йышӗ те сахал мар. Каланча ҫинчи сехет кашни вун пилӗк минутран ҫапса илет: «Кун иртрӗ — ӗҫ пӗтрӗ! — Каласа пар мана, тархасшӑн: эпӗ чӑнах та команчасене хирӗҫ пулас пулсан (кун пирки эпӗ хытах иккӗленетӗп те ӗнтӗ), эсӗ мӗнле пулӑшу пама пултарӑн-ши? Кивӗ янтарь, а? Казбич лашине урисемпе хӗстерчӗ те аяккинелле систерчӗ. Халӗ вӑл ытларах та тума пултарӗччӗ, анчах ҫав кунсенче унӑн чунӗ чухӑнрахчӗ ҫав. — Аксель, — терӗ вӑл тӗлӗнсе. — Эсир — питӗ илемлӗ хӗрарӑм! Либиха вуламалла. Каяр, тӗрӗслесе пӑхар. Американецсем герцогпа сывпуллашрӗҫ те сӗтел патнелле утрӗҫ, ҫурт хуҫи Горевӑпа пӗрле юлчӗ. Ковалев коллежски асессор, ир-ирех вӑранса, тутисемпе «брр…» тутарса илчӗ. Ҫаплах, шухӑшлатӑп ҫав. Вӑл пӑшалне йӑпӑр-япӑр ярса тытса курокне вӗҫертсе ячӗ. (Кунсӑр пуҫне эпӗ хам та хӑшпӗр ҫулҫӳревҫӗсем урӑх ҫӗршывсенче хӑйсене калама ҫук ыр кӑмӑллӑ кӗтсе илни ҫинчен мухтанма юратнине аванах пӗлетӗп.) Мулкач ҫул ҫине тухнӑ, ун тарӑх икҫӗр хӑлаҫа майлӑ кайнӑ, унтан ҫамрӑк хырлӑхалла таҫта ҫитиех вирлӗн сикнӗ. Вӑл сана тӗллесе илеймест вӗт. Ав, пӳрт умӗнчи сада кайса ларӑр пӑртак, — терӗ унпа калаҫаканӗ. Халӗ ӗнтӗ сӑрт айне ҫитиччен чӑнкӑ стенапа анмалла пулать. Роберт вӗрен илмен пулсан, унтан ниепле те анма пулмастчӗ. Вӗрене тӑсса пӗр вӗҫне тухса тӑракан чултан ҫыхрӗҫ, тепӗр вӗҫне аялалла пӑрахрӗҫ. Е. М.» — тесе ҫырнӑччӗ. Ҫакна ҫеҫ илтнӗ: вӑл ҫав каҫхине тӑн кайнипе урамра ӳкнӗ — ку вӑл гаваньрен инҫе пулман, ӑна вара ҫывӑхри пӗр пӳрте йӑтса кӗнӗ. Сехет, уҫҫӑн шаккаса, ҫеккунтсене шутлать. Эпӗ тек чӑтса ларайман пулӑттӑм. Ак, йытӑ ывӑлӗ! Павел Тоньӑна хӑйӗн тусӗ вырӑнне хурса, лейтенантӑн револьверне вӑрласа пытарни ҫинчен каласа пачӗ, ӑна вӑл ҫак ҫитес кунсенче вӑрмана шалалла кӗрсе револьверпе пеме сӑмах пачӗ. Унтан ертсе каятӑп. Вӑхӑт мар-и ӗнтӗ ку саккуна улӑштарма? — Ӑҫта унта манӑн сирӗн хута кӗме? Ҫав самантрах вӑл пӑшалӗн кӗпҫине кимме тытса пыракан ҫынҫиен еннелле куҫарса персе ячӗ. Хӳрери руль-кӗсмен пуля лекнипе саланса кайрӗ, ҫурмалла хуҫӑлчӗ. Ан парӑр! — Халь, тӑванӑм, хулара калама ҫук пӑтрашу пырать, сутаҫҫӗ те, ирсӗрленеҫҫӗ те, — салхуллӑн пӗлтерчӗ Соколов. — Ыттисем мӗн тӑваҫҫӗ вара? Пирӗн хальхи социализмлӑ индустри продукци парас тӗлӗшпе вӑрҫӑчченхи индустрирен ҫичӗ хут ытла мала кайнине вак-тӗвек факт тесе шутлама ҫук. Вӑл хӑй ӗмӗрне мӗнле те пулин мана усал тӑвасси ҫинчен кӑна шухӑшласа ирттерет ӗнтӗ — пӑшӑлтатса каларӑм эпӗ. — Вӗсем кунта пӗрле пулнӑ, — тенӗ вӑл виҫ-тӑватӑ минутӑран, татах йӗри-тавра тӗллесе пӑхса. — Тата чылай тӑнӑ. Анчах иккӗшӗ те йӗнерсем ҫинчех ларнӑ. Анчах унӑн ӑшчикре темскер чӗтренсе кайнӑ, вӑл унран аяккалла ҫаврӑнса тӑнӑ та, шӑппӑн:— Тен, унпала килӗштереймӗн… вара каллех ман пата таврӑн! — тесе хунӑ. Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ӑсран кайнӑ пек пулса тӑтӑм — княжна вара каллех пукан ҫине сиксе хӑпарчӗ те каллех шлепкене силлеме пикенчӗ. Анчах, мӗн пулсан та, чӗнмесӗр ларасси иртсе кайре ӗнтӗ. Апла пулсан, эпӗ сирӗн Варламовӑртан ӑслӑрах, хама ҫын евӗрлӗ туясси те ман уннинчен чылай хут ытларах! Вӑл халь морфипе камфора ҫинче ҫеҫ пурӑнчӗ, ҫавӑн пирки тепӗр чух талӑкӗ-талӑкӗпех тӗлӗрнӗ пек пулса, койка ҫинче турткаланса выртрӗ. Уйӑх тӗттӗмленнине Ҫӗр ҫинчен пур ҫӗртен те сӑнама пулать, мӗншӗн тесен вӑл ҫӗр мӗлкипе хупланать. Пӳрт умӗнчи садсем розариумсем пулса тӑраҫҫӗ. — Ну, мӗнех вара? Пӗччен пурӑнакан рабочисемпе хусах рабочисем валли Артамонов тарӑнах мар, ятсӑр типӗ ҫырма хӗрринче, вӑрӑм барак туса лартрӗ. — Маркиз малалла хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Ырӑ кӑмӑллӑ пулни кирлӗ мар. — Еклезиаста вула! А эсир вара лашасене мӗнле хӑваланине курман та пулас. Уншӑн пулсан, кирек мӗнле кӳрентерӳ те пӗр калӑпа ларнӑ, мӗн авалран пыракан йӑла ҫирӗплетсе хӑварнӑ «Ӗнесене вилӗм» текен сӑмахсен калӑпӗ пулнӑ вӑл, ҫавӑнпа вӑл, хальхинче те, преступник сӑмахӗсене шӑпах ҫавӑн пекрех илтсе ӑнланса илнӗ. Ыран-и, тен, паянах та пулӗ, ӑна шкултан та хӑваласа кӑларӗҫ, пӗр-пӗччен юлать вара вӑл кӑвак тӳпе айӗнче, ҫимелли ҫӑкӑрӗ те ҫук. — Урайне, акӑ ҫакӑнта, хурӑр вӗсене. Ҫак икӗ авторӑн тарӑн шухӑшлӑ произведенийӗсем ҫинчен ӑнлантарса панӑ чух вӗсене тӳсме ҫук пӑсса пӗтернине вӗсем хӑйсем те аван пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем авторӗсем патне ҫывӑха пыма вӑтанаҫҫӗ. Вӗсем таса чунлӑ, ӑнланакан ҫынсем. — Ун ҫинчен пӗр эпӗ ҫеҫ пӗлетӗп, тет… Моторсен шавлӑ юхӑмӗ, нимӗнле чӑрмавсене пӗлмен ҫурхи шыв пек, сарӑлса кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ урӑх ҫаврӑнса пӑхмасть. Ҫак ӗҫе тусан, вырӑнӗ ҫине лӑпланса выртрӗ те художникӗн мӗскӗн те чухӑн пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн ҫак ҫут тӗнчере такӑр мар ҫулпа утмалла пуласси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ; ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем ирӗксӗрех чаршав витӗр тӳшек ҫиттипе чӗркенӗ портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ. Кунта та тусанӑн хулӑн сийӗ: Магр майра патша статуйи ҫинче, картлашкасем ҫинче, тӗрлӗ япала ванчӑкӗ-татки ҫинче. Аннушка, вӗренме каятӑн-им? — ыйтрӗ Лена, кӗвӗҫнӗ чухнехи пек сасӑпа. — Ну, мӗн тата эсир? — терӗ вӑл сотскисене. Гарриспа Негоро Уэлдон миссиса, Джека, Бенедикт мистера лартса кайнӑ. Вӑл уҫӑ сывлӑша карӑнса ҫӑтнӑ, сывлӑшпа пӗрле унӑн кӑкӑрне — ӑша-чикке уҫӑлтаракан, пуҫа урӑлтаракан темӗнле сиплӗх кӗнӗ пек пулнӑ. Халь ӗнтӗ, леш хӑйшӗн ҫуннине чухласа илсен, Марийкӑн Лозневоя курас килми пулчӗ, вӑл темле, ахаль чухнехи пек мар, пӑшӑрханма пуҫларӗ. — Эпӗ патша пулнӑ пулсан, ҫак шыва ҫеҫ ӗҫсе пурӑнӑттӑм… иртен пуҫласа каҫченех!.. — Ухмах! ухмах! Компас яланах ун куҫӗ умӗнче. Егорушка куҫне хупрӗ кӑна, хӑйне ҫавӑнтах номерте мар, аслӑ ҫул ҫинче, ҫунакан вут ҫумӗнче ларнӑ пек туйма тытӑнчӗ; Вӑл мана лавкара кӗнекесем вулама хушмарӗ. Король майри пирӗн йыша ытла та юратса пӑрахнипе пирӗнсӗр апат нихҫан та ҫиместчӗ. — Ҫавӑн пек ухмахла пурнӑҫ, ара, такама та тарӑхтарса ҫитерӗ! — терӗ гренадер. Ҫу вӗҫӗнчех, Петр Артамонов урисем шыҫса кайнӑ пирки вырӑн ҫинче выртнӑ чухнех, ун патне хаваслӑ та тарлӑ Воропонов пычӗ те, хӑйӗн йывӑр, кӑвакарса кайнӑ тутисемпе чаплаттарса, ӑна патша патне вӑл влаҫа никама та ан патӑр, тесе ыйтса ҫырнӑ телеграмма ҫине алӑ пусма ыйтрӗ. Леш — ҫичӗ хут аманнӑ хыҫҫӑн та рота радиостанцине Атӑл тӗпӗнчен илсе тухичченех шыва чӑмаканӗ. Шыва чӑмса радиостанцие шыранӑ чух ӑна саккӑрмӗш хут лектернӗ… Мускавра аса илнисем, намӑс тата ӳкӗнӳ, Кавказ ҫинчен кирлӗ-кирлӗ мар шухӑшланисем — пурте пӗтӗмпех ҫухалчӗҫ те урӑх вара ҫаврӑнса килмерӗҫ. Тискерленсех кайрӗ; ҫӳҫӗ тем вӑрӑмӑш, сухалӗ те ҫитӗнет; пӑхма хӑрушӑ; пӗрмай пӗр шухӑш унӑн, пӗрмай темскер аса илме тӑрӑшать, аса илеймен енне, ҫиленет те, тарӑхать те. Вара пурте пӑхса илнӗ те ҫак сӑмахсем тӗрӗс пулнине ӗненмесӗр тӑма пултарайман. — Эпӗ те ҫапла пулӗ тенӗччӗ ҫав. Унта темскер мана ҫавӑраканни нумайччӗ, анчах вӑл ҫынсене пит сиввӗн, пурпӗрех пек пӑхни хыттӑнах аяккалла тӗртсе яратчӗ, — ҫавӑ унӑн ӗмӗрлӗхех хытса ларнӑччӗ пулас. Аркадий Катяпа ҫурма саслӑн калаҫса ларчӗ тата княжнана дипломатсем евӗрлӗ пӑхрӗ. Базаров хыттӑнах кичемленсе чӗнмесӗр ларчӗ. Дубровский кӑвакарса каять, анчах пӗр сӑмах та чӗнмест. Ирӗксӗртен тенӗ пек, мӗнлине хӑй те ӑнланмасӑр, йӗкӗтсем хушшипе хӗсӗнкелесе, тимӗрҫӗ Оксана патне тухрӗ те унпа юнашар тӑчӗ: «А, Вакула, кунта-ҫке эс! Вӑл ырӑ ҫын, хӗрхенетех, унтан ҫул ҫине кайма ыйт та Липинцӑна кай. Сӗт вӗренӗ, Николай Антонычӑн кофе ӗҫес килмест-и? Сан ҫаврӑнмалла ҫурӑмпа ман паталла, манӑн сана касма май килтӗр. Хыҫалти алӑк пусми тӗлӗнче арканнӑ карап хӑяккӑн выртать. Анчах, ывӑлӗ ҫинчен калаҫас килмест тесе, вӑл хӑйне, ахӑрнех, тӗрӗс мар ӑнланнӑ пулас, мӗншӗн тесен, пӗрер минут чӗнмесӗр ларсанах, вӑл хӑех ун ҫинчен тӗксӗммӗн, ҫиллессӗн калаҫма пикеннӗ. Шухӑшла-ха эсӗ; мӗн тума кирлӗ сана йытӑ? Ҫын ытти ҫынсем умӗнче, сӑмахран, трактирте калама пултарайман япала — мӗн вара вӑл? Пӗренисене кӑшт чутлакаласа кӑна вырнаҫтарнӑ пӳртре тӑватӑ пӳлӗм: кухня, пир тӗртекен пӳлӗм, кил-йышӗ выртса тӑраканни тата хӑнасем валли уйӑрса хунӑ чи лайӑх пӳлӗм. Ыранах сывӑ пулатӑп. Часах пӗтӗм ҫурт харлаттарма пуҫларӗ. Эпӗ те вилнӗ пекех ҫывӑрса кайнӑ. — Мӗншӗнӗ сахал мар унта. Ун хыҫҫӑн Лантенакӑн: «Ҫирӗпрех пулӑр, тусӑмсем!» тесе чӗнсе калани, юлашкинчен Иманусӑн: «Ман пата, земляксем!» тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. — Ҫурта пӑрахасран хӑрать пулӗ-ха? Козаксем патне кайса килме хӑтланса пӑхнӑ, анчах ҫакна тума хӑйнӑ ҫынсенчен ҫуррине козаксем ҫавӑнтах пӗтерсе тӑкнӑ, ҫуррине нимсӗрех хулана хӑваласа янӑ. Сарайра хӑлхана ҫурасла кӗрӗслетрӗ, — йывӑҫ персе анчӗ тейӗн. — Ҫапла-ҫапла! Том каллех хуллен персика ун патнерех шутарчӗ. Аслати кӗмсӗртетни, аҫа ҫапса илтӗнчӗ. Ҫавӑн пек куҫҫульпе вӑл каччӑ кайсан ҫирӗм ҫул хушши макӑрнӑ, анчах юлашки ҫулсенче ун йӳҫӗ тутине манса кайнӑччӗ, офицер ун ҫине пӑхса илчӗ те, пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе:— Эсир вӑхӑт ҫитмесӗрех ӳлетӗр, сударыня! — Кунта ав темӗнле тӑрлавсӑр сӑмах сарнӑ иккен… Ку ҫырӑва илсен, хӗр малтанах ҫиленчӗ, унтан хӑраса кайрӗ. Курма тӑрӑшакансен ушкӑнӗ тавернӑран пӑртак аяккарах тӑнӑ, анчах куҫсем пурте ун ҫинелле пит хытӑ тинкерсе пӑхнӑ. Ҫирӗппӗн кӗртсе лартма тӑрӑшӑр ҫакна хӑвӑр пуҫӑра-с… Ҫак Стёпушкӑна эпӗ Иста шывӗ хӗрринче тепӗр старикпе пӗрле тӗл пултӑм. Ҫыпӑҫрӗҫ, усал шӑна пыла тапӑннӑ пек! Вӑл ман — ҫавӑн пекскер, никама та памӑттӑм, анчах эсӗ, ача, пит лайӑх! — Мӗн терӗ вара вӑл? Акӑ вӑл танлӑн та мӑнаҫлӑн тӑрать, хӑрах урине малалла пусса, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, пуҫне пӗлӗтелле каҫӑртса хӑйӗн ӗҫне хӗрсех тытӑнчӗ: шӑлне шатӑртаттарать, уласа та илет, кӑкӑрне аллипе ҫапать — декламацилет ӗнтӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ хальччен курнӑ мӗнпур артистсем унӑн чӗрне хурине те тӑмаҫҫӗ. — Эсир манран ыйтатӑр пулсан, эпӗ сире калӑп: ман шухӑшпа ҫынӑн ӑс-хакӑлӗ сахал пулнинчен кулни ырӑ та мар… тивӗҫлӗ те мар. Тепӗр тесен, каҫарӑр, эсир мӗнле шутлатӑр, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр. — Унта мӗн пур? Чӗрине ачалла хастарлӑх тулнине туйса, Алексей хӑйӗн туйипе ҫумкурӑкӗсене ҫапа-ҫапа ӳкерме тытӑнчӗ, вӗсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хуҫӑлса ӳкнӗшӗн савӑнчӗ. Ман шутпа, ку айван япала. — Кӳртсем, ырӑ тете. Эпӗ ҫакна пӗлесшӗн: вӑл мана, унсӑрӑн та ман алӑра тӑракан укҫаран, пӗр пин фунтне те пулин пама килӗшӗ-ши? — Аллах ирӗкӗпе Клисурӑна каятӑп, — лӑпкӑн каласа хучӗ Огнянов, ҫав хушӑрах ӗҫнӗ кофӗшӗн укҫа тӳлеме вӑрӑм енчӗкне салта пуҫларӗ. Турӑ ҫырлахтар, Иван Никифорович. Вӑл хӑй чӗрине ӑнланма пуҫларӗ, хӑйӗн чӗри ҫамрӑк француз енне туртӑннине, ӑна килӗштернине тарӑхуллӑн кӳренсех йышӑнать. — Лайӑх мар пек туйӑнать… — Апла, вӑл эмигрант пулнӑ? Мӗнле пысӑк телей вӑл — хут пӗлни! — Тавтапуҫ, Марко бай… Анчах икӗ машина халӗ те таврӑнмарӗҫ-ха. — Салма та купӑста яшки пӗҫерме. «Эпӗ пӗрремӗш хут пуҫласа Марьяна ятлӑ казачкӑна курнӑранпа виҫӗ уйӑх иртрӗ. — Вуннӑ, вунпилӗк, вунсаккӑр. Кирлӗ пулсан — ҫирӗм. Старик калама чарӑнсан, вӑл пистолетне пӑрахрӗ те чӗркуҫленсе ларчӗ. Ҫук, эсӗ ӑна пӑрах! — Ӑнланатӑп, Мак-Набс, кирлӗ пулсан, эпӗ ҫавӑн пекех тӑватӑп. Эпӗ вара старик. Каллех Зеб ӗлӗкхи вырӑна пырса ҫитнӗ. Шурлӑхра тӗмеске ҫине хӑпарса тӑнӑ пек, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ҫине кашниех хӑпарса тӑрасшӑн… Вара таптаса пӑрахаҫҫӗ. Стенли вара Укусура пурӑнакансем ҫынна синине курсах тӑнӑ. Унӑн пичӗ ҫинче ӗмӗтне ҫухатнӑ ҫынӑнни пек сӑн палӑрать, ҫав сӑн унӑн пит-куҫӗн илемлӗ те мӑнкӑмӑллӑ йӗрӗсене тӗссӗрлетет. Ӑҫта каясшӑн эсир? Йӗрки ҫапла ӗнтӗ. — Акӑ сана манӑн парнем. Акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана: хамӑр мӑйкӑч тӑхӑнма васкар мар-ха, эсӗ пуҫарнӑ ӗҫе урӑх майпа, пӗр теветкелленмесӗр, лайӑхах тума пулать. Ашшӗ юратнине те, амӑшӗ артакласа хӳтӗленине те пӗлмен тӑлӑх хӗрачасен пурнӑҫ шӑпи ҫӑмӑл мар; вӗсен пӗтӗм кун-ҫулӗ ҫынсен ыр кӑмӑлӗнчен е хаярлӑхӗнчен килет: ют ҫынсен хушшинче-ҫке вӗсем, хӑйсен хутне кӗмен ҫынсем патӗнче ӳссе кун кураҫҫӗ, вӗсене никам та ачашласа ӑшӑтмасть, никам та кӑмӑлтан кулса хаваслантармасть. — Ак эпӗ мужик! Янко килеймест пулӗ», — терӗ хӗрарӑм сасси. Тен, эпӗ вӗсене тата тепре ыталаса пехиллеме ӗлкӗрӗп: ку манӑн пӗртен-пӗр юлашки ӗмӗт. Ҫак конвертсене курсанах вӑл савӑнса, ҫуталса кайрӗ, одеяло айӗнчен аллине кӑларас тесе хускалчӗ. — Халӑха… тата… — Ну? Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир пӳртелле утрӑмӑр, эпӗ хыҫалти алӑкран кӗтӗм — хуҫисем алӑксене питӗрмеҫҫӗ, шашулкка кантрине ҫеҫ туртмалла — анчах Том Сойера ку килӗшмерӗ; кунта нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ҫук терӗ, унӑн вара ҫиҫӗмсирен тӑрӑх улӑхас килчӗ. Анчах та пӗр хушӑ ним шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл, хӑйӗн вырӑнӗнчен тӑрса, капитана алӑ пачӗ те мӑнаҫлӑн каларӗ: «Юрать, эпӗ килӗшетӗп», — терӗ. — Охо! Хӑйне хӑй савакан сӑвӑҫӑ, именекен юратуҫӑ, — тесе хучӗ Швабрин, малалла мана тата ытларах та ытларах тарӑхтарса. — Акӑ мӗн, — тесе чарчӗ ӑна Алексей, Варя ытти япаласем хушшине эсесовец кинжалне хума тӑрсан. Вӑл салтаксен енне ҫаврӑнчӗ: — Илтрӗр-и, юлташсем? — Пилӗкҫӗр хӗрӗх! Ирхине хайхискер куҫне уҫса пӑхрӗ те, хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан выҫӑ куҫлӑ кашкӑра курчӗ. Арӑма та, ачасене те хушӑп — кӗлтӑвӑр! — тейӗн. Ку шӑплӑх темӗнле чуна ҫӳҫентерсе ячӗ. — Тусӑм ҫав. — Ял?.. Клюбер господин тав турӗ те, фрак аркисене хӑвӑрт хыҫалалла сирсе, тенкел ҫине ларчӗ, анчах вӑл мӗнле ларнинчен, ку ҫын ячӗшӗн ҫеҫ ларни, вӑл халлех сиксе тӑма хатӗрри курӑнсах тӑчӗ. Мӗн тӑвас-ха? Пур пӗрех мар-и? Бирюк лашана лупас айӗнчен ҫавӑтса кӑларчӗ. Николай Еремеев кантура пырса кӗчӗ. Манӑн пуҫӑмра ҫав тери хӑюллӑ шухӑшсем вӗркесе ҫуралаҫҫӗ. — Турӑҫӑм, — пуҫне сулланӑ Фома, — хӑвна ӑнланччӑр тесен, каласа пама питӗ йывӑр… — питӗ йывӑр! Доктор тухнӑ тухманах, пиратсен Сильвер умӗнче хӑранипе тытӑнса тӑнӑ тарӑхӑвӗ ҫиеле персе тухрӗ. — Мӗн-ха, джентльменсем, ку пире ӑна сӑнчӑрласа лартассинчен ҫеҫ хӑтарчӗ, — терӗ вӑл. Ҫапах та эсир ҫынсем-ҫке, анчах та пусмӑрлӑхшӑн хӑйсене ҫав тери намӑсла пусарса лартнӑ, хӑйсен этем тивӗҫлӗхне ӑнланассине ҫав териех ҫухатнӑ ҫынсене курма тивни, вӗсем пирӗн тӗллевшӗн тӑшманла ҫынсем пулсан та, пире кӳрентерет… — Пурӑнма памаҫҫӗ вӗсем, ҫӗр ҫӑтманскерсем! — Каймалла? — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн. Ҫав самантсем ӗнтӗ ачашӑн чи телейлӗ вӑхӑтсем пулса тӑчӗҫ; чунтанах кӗвӗҫекен амӑшӗ ҫакна та асӑрхарӗ: каҫхине чӗрене вырнаҫса юлнисем тепӗр кунне те яра кунах ача асӗнчен тухмаҫҫӗ, амӑшӗ ачашланине те халӗ вӑл малтанхи пек уҫӑ кӑмӑлпа йышӑнмасть, ун чӗрҫи ҫинче ларса ӑна ыталать пулин те, темле тарӑн шухӑша кайса Иохимӑн ӗнерхи кӗввине аса илет. — Ӑна никам та юратмасть. Чул сӑрчӗсен картлашкисем тарӑх темӗн чухлӗ ҫырма шывӗсем сиксе шавлаҫҫӗ; манӑн куҫа «суртарбрандур» сийӗ те курӑнать, хамӑра ертсе килнӗ «Ганс ҫӑл шывӗ» тата эпӗ тӑна кӗнӗ ҫӗр хӑвӑлӗ те ҫавсем пекех туйӑнаҫҫӗ; анчах пӑртак маларах кайсан, сӑртсем, шӑнкӑртатса выртакан пӗчӗкҫӗ шывсем тата тӗрлӗ чулсем ҫине пӑхсан, эпӗ каллех шиклене пуҫларӑм. Цимбал Культура ҫуртне таврӑнчӗ; Хӑйсен куҫа курӑнми позицийӗсенчен кӗрӗслеттереҫҫӗ вӗсем. Эпӗ ачалла кӗвӗҫнӗ пирки Королева Марго таврашӗнче арҫынсене курса тӑни хама ыраттаратчӗ, — вӗсем ун таврашӗнче, сӑпсасем чечек тӗлӗнче явӑҫнӑ пек, явӑҫатчӗҫ. Эпӗ ҫутҫанталӑк наукисем енӗпе ӗҫлени сире паллӑ, кам-ха эпӗ… Тӑраниччен тенӗ пекех калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен, пиччӗшӗпе шӑлне, хӑйсем пӗрне пӗри юратаҫҫӗ пулин те, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсем пӗр пекех маррине туйса илсе, чылайччен сӑмах хушмасӑр тӑчӗҫ. Павел чеканщика темле майпа та шутсӑрах тарӑхтарса, аптӑратса хӑтланатчӗ, — Гоголева вӑл пӗр минут та канлӗх парас мар тесе тӗл тытнӑ пекехчӗ. Эпӗ вара: Дмитрий ҫапла каланӑ пулсан, мана килӗшмен пулӗччӗ, ку — ан тив, калаҫтӑр! ан тив, мухтантӑр! тесе шутларӑм. Коби станцине ҫитиччен пирӗн пӑрланнӑ чулсем тӑрӑх та юр тӑрӑх ашса тата пӗр пилӗк ҫухрӑм анмаллаччӗ. Калаҫусем, паллах, канашлусем мӗнле иртни тата конференцие пухӑннӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗнле тӗл пулни ҫинчен, кам мӗн калани тата кам мӗне систерсе калаҫни ҫинчен пычӗ, ҫав калаҫусем тем пекех интереслӑ пулчӗҫ пулин те, Воропаев сӗтел хушшинче каланисене итлемерӗпе пӗрех. Пӗччен чухне юрату хытӑрах хӗмленме тытӑннипе, мана йывӑртан йывӑр пула пуҫларӗ. Том занятисемпе питех интересленмерӗ. Ҫак ҫын турӑ ырлӑхӗнчен ҫырлаху килессе нимӗн иккӗленмесӗр ӗненсе кӗлтунине Фома лайӑх туйнӑ. Мӗншӗн кӗмерӗ, тет вӑл сана. Катя пирӗн хушӑра, Николай Антоныч шӑлӗсене ҫыртса, кӑкӑрне тытса выртакан кресло умӗнче тӑчӗ. Давыдов ун питӗнчен тимлесе пӑхрӗ, анчах ниепле те уйӑрса илме пултараймарӗ: те леш чӑнласа каларӗ, те шӳтлесе. — Ҫук, тем парсан та. Хӑвӑн урса кайнӑ куҫусене чаркаласа пӑрахрӑн-и? — Эпӗ сана хӑратас теменччӗ, — терӗ ача, тарӑннӑн сывласа ярса, таппӑн-таппӑн килекен ӑншӑртне пусарма тӑрӑшса. — Анчах вӑл малалла мӗнле вырӑнта пулса ӗҫлессине шухӑшне те илмен-ха. — Юрату — ӗҫпе вӑйлӑ, Алексей Вениаминович. — Ҫук, — терӗ Паганель. — Ӑна пӗлсе ҫитме инҫе-ха. Артур чӳрече решеткине ҫаклатса ҫурнӑ ҫанни ҫине пӑхса илчӗ. Дон Педро мана портра Англие тухса кайма хатӗр тӑракан карап пуррине, ҫула тухса кайма кирлӗ пур япаласем те ман валли хатӗррине пӗлтерчӗ. Эпӗ, пӗр мӑкӑрӑлчӑкран тытса, аран тӑратӑп — шалт халтан кайрӑм. — Ачашлакан упӑшка пулмасть ку, — тесе шухӑшларӗ вӑл. Пиччене мӗншӗн вӗлертӗр? Эпӗ вӗсене иккӗшне те кунне икӗ стакан кӳкӗрт шывӗ ӗҫтермелле турӑм, эрнере икӗ хутчен шыв хушнӑ ваннӑра ҫӑвӑнма хушрӑм. 2 кӗпӗрнине кӗрекен N уес хулинчен утӑ уйӑхӗнчи пӗр кунхине ирпе ирех рессорсӑр лӑсканчӑк кӳмеллӗ лав тухрӗ те почта ҫулӗпе малалла халтӑртаттарса кустарса кайрӗ; кӳми ку чӑнах та питӗ авалхискер пулчӗ, ун йышшисемпе Руҫ ҫӗрӗнче хальхи вӑхӑтра купса приказчикӗсемпе чухӑн пачӑшкӑсем тата выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакансем ҫеҫ ларса ҫӳреҫҫӗ. — Эпӗ кӗтетӗп сана, чунӑм. Переҫҫӗ. Пурне те вӗлерсе пӗтеретпӗр; анчах юлашкинчен мана тата тепӗр хут, виҫҫӗмӗш хут амантаҫҫӗ те эпӗ вилнӗ пек тӗшӗрӗлсе анатӑп. Эсӗ вӗсен хуҫи, вӗсем — сан тарҫусем, ҫавна ан ман. Унтан вӗсем хӳшӗрен тухрӗҫ те ӑна ҫӑрапа питӗрсе хӑварчӗҫ. Каи-Куму тыткӑнри ҫынсене маориецсемпе улӑштарасси ҫинчен пӗлтериччен Гленарванпа Джон Мангльс мӗнле те пулсан тармалли майсем ҫинчен шутласа пыратчӗҫ. — Епле кӑшкӑрчӗ вӑл, ухмах! Унӑн кӗпи ҫухинчен пуҫласа арки патне ҫитичченех ҫурӑлса аннӑ; йӗпескер, вӑл унӑн малти курпунӗ ҫумне тачӑ ҫыпӑҫнӑ. Эсир интеллигентла шухӑшлатӑр, эсир ӗнтӗ пирӗн мар, пӑсӑлнӑ ҫын, сирӗншӗн идея ҫынсенчен ҫӳлерех тӑрать, эсир жидсем пек: этем — Шӑматкун валли, тесе шухӑшлатӑр вӗт? Ливингстон хӑйӗн хуралӗпе килсе ҫитни, ҫак аслӑ ҫулҫӳревҫӗн Африкӑри паллӑ ячӗ, Португали влаҫӗсем ӑна пулӑшмасӑр тӑма пултарайманни — пурте пӗрле ҫаксем Негорӑна, Алвиша хирӗҫле, Уэлдон миссиспа ун ҫывӑх ҫыннисене ирӗклӗх пама пултараҫҫӗ! Хӗрача макӑрма тапратрӗ. Усси пулӗ-ши?.. Кофейнӑя хупас сехет ҫитсен, вӗсенчен пӗрисем стена тӑрӑх ларакан тенкелсем ҫине, теприсем тӳрех урайне выртрӗҫ; чеереххисем, кирек мӗн пуласран сыхланса, хӑйсен пахарах япалисемпе тумтирӗсене пуҫ айне хучӗҫ. — Н-да, — пуҫне сӗлтсе килӗшнӗ унпа Смолин. Чӳречерен ҫӳлерехри хушӑк тӗлӗнче, чуччу ҫинче, пӑхса-сӑнаса тӑраканни ларать. Эпир, тен, паян каҫхине хамӑрӑн арҫын ачасене пуҫтарса килӗшӳ тӑвӑпӑр. Ҫара урисене чӳрече умӗнчи шӑтӑксене антарса ларса, вӑл анасла-анасла чӗнет: — Ваня! Типтерлӗ шӑмшаклӑ та вӑр-вар ҫӳрекенскер, вӑл хӑвӑрт, тискер кайӑкла, пружина ҫинче сиксе пынӑ пек утать. Хушӑран автоматне тӳрлеткелесе илет. Мӗн-мӗн тумалли планӗ ӗнтӗ хатӗр пулнӑ. Инҫех те мар ӳкнӗ йывӑҫ турачӗсене пуртӑ каснӑ сасӑ ҫил кӗрлевӗ витӗр качлатса илтӗнет. Ҫавӑнтах урапа кустӑрмисем чӗриклетеҫҫӗ, лаши те тулхӑркаласа илет. Выльӑх апачӗ уйӑрса хурас пирки хӑвӑртах калаҫса татӑлчӗҫ. «Ҫав вӑхӑтрах», хушса хучӗ вӑл: «шухӑшласа пӑх, мӗнле чаплӑ роль пулать санӑн умӑнта!» Пыраттӑм чӳрече умне, Гирчикӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хӑпарса тӑраттӑм та, кантӑкне ҫӗклесе, хыпалама тытӑнаттӑм. Вӑл Трезорне мӑй ҫыххинчен тытса каялла чакарчӗ те хӳме ҫумӗнче тӑракан Павел ҫине пӑхса:— Мӗнле килсе кӗнӗ эсир кунта? — Икӗ ҫул татти-сыпписӗр, унтан эпир курма килкеленӗ. — Вӑй-хална ҫирӗплетӗр, — терӗ ӑна Берсенев, — лӑпланӑр; эсир ӑна мана шанса хӑваратӑр вӗт. Эпӗ, паллах, питӗ лайӑх, терӗм, хам чӑннипех те ҫапла шутларӑм. Вӑлта ҫиппи манӑн аллӑмран вӗҫерӗнсе кайрӗ, вӑлта йӗппи вара ҫӳлти тута хӗррине витӗрех шӑтарса тирӗнсе ларчӗ. Сӑнаса тӑракан ҫын аяккалларах та аяккалларах куҫса пырать пулсан, Хӗвел ӑна уяр тӳпери ҫӑлтӑр евӗрлӗ кӑна курӑннӑ пулӗччӗ. Унтан майор таврари ҫынсене пӑхса ҫапла каларӗ: — Тискер лашана вӗрентнине курма мӗне тӑрать, пуринчен ытла ҫавӑн пек япалана халиччен курман ҫынсемшӗн ку пит интереслӗ пулмалла. Киев комсомолӗн пӗрремӗш сыпӑкӗ ҫил-тӑманпа кӗрешсе, вӑрманта пуҫланӑ стройка ытла та пӗчӗкҫӗ пек туйӑнчӗ. Ман тарӑху пӗр минутрах иртсе кайрӗ, Дмитрий маншӑн каллех ырӑ та кӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ. Вӗсемшӗн кӑшт йӑпанмалли те тупӑнчӗ — кӑна вӗсем ӗмӗтленме те пултарайманччӗ — вӗсене пӗр ҫынна сутрӗҫ. «Ах, эсӗ, ват-супнӑ йӑпӑлти!» шутларӗ Санин хӑй ӑшӗнче. — Уйӑха? — Юрӗ. — Эсир ӑна ан ҫилленӗрсем, — терӗ хӗрарӑм Ольгӑна йӑвашрах сасӑпа. Эпӗ ҫамрӑк ирландеца сирӗнтен нумайтарах тӗл пулкаланӑ та, ҫине тӑрсах калатӑп: хӑйӗн культурлӑхӗ енчен вӑл пирӗнтен нихӑшинчен те кая мар. Ҫур сехет те иртмерӗ — вӗсем масар ҫинчи вӑрӑм курӑк ӑшӗпе утрӗҫ. Каҫ пуличчен мӗнле тарасси ҫинчен калаҫрӗҫ. Ганс лава чулӗсенчен хӳшӗ пекки купаласа турӗ. — Аван мар эсир паян, сударь! — терӗ Паганель. Чӑнах та, виҫҫӗмӗш спутник 1 397 кг йывӑрӑш, ун ӑшӗнче этем те вырнаҫма пултарнӑ пулӗччӗ. Чиртен чӗрӗлсен вӑл Марья Васильевнӑна хӑех Сочине илсе кайнӑ, санаторинчинчен икӗ хут ытларах тӳлесе «Ривьера» ятлӑ гостиницӑна вырнаҫтарнӑ. — Тавай ална! Самюэль Вернон Конго хӗррине ҫитнӗ те ҫак пӳртре чарӑннӑ. «Сылтӑм пит ҫӑмартинчен ҫупрӗҫ пулсан, сулахайне ҫавӑрса пар», — тенӗ Христос. Вышимирский ҫакна пӗлеймен иккен те вексельсене укҫа вырӑнне шутласа йышӑннӑ, — «вексель параканнисем» ҫав вӑхӑтри хисеплӗ ҫынсемпе купецсем пулнӑ иккен те, мӗншӗн шанмалла пулман-ха? Полковник денщикӗ ӑна аялти хута ертсе кайрӗ. Вӗсем пушӑ тӑракан таса мар пӳлӗме кӗчӗҫ. Пӳлӗмре тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем йӑваланса выртаҫҫӗ, пӗр тимӗр кровать пур, кровачӗ ҫинче ҫивитти таврашӗ ҫук. — Я-о, — терӗ салтак куҫне уҫнӑ май картусне хывса. Пӗр ҫирӗм салтак харӑссӑн кӑшкӑрса янӑнах, хӑвӑрт тата ҫав тери мӑн сасӑпа ответлерӗ вӑл. Анчах та Павел ура ҫине тӑчӗ те залра сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен, шӑп пулса тӑчӗ. Казаксем е ӑҫта та пулин ҫула тухса кайнӑ, е пӳрчӗсемпе нӳхреп лаҫҫисенче канса ларнӑ, е ӳрӗк-сӳрӗккӗн пурттисемпе шаккакаланӑ; ыйӑхпа ӗнтӗркенӗ хӗрарӑмсем пӗр-пӗр сулхӑн вырӑна вырнаҫса шӑрка пӑхнӑ. Таркӑнсене вӗсем пит лайӑх кӗтсе илчӗҫ, вара ҫулӑн юлашки пайӗ Дик Сэндпа ун юлташӗсемшӗн ытлашши тертлӗ пулмарӗ. Вӗсенчен кашни тенӗ пекех судра пулнӑ, тӗрмере ларнӑ пӗр хуларан тепӗр хулана кӑлара-кӑлара янине те куркаланӑ ӑристансемпе пӗрле этаппа ҫӳрекелесе пӑхнӑ; вӗсем пурте сыхланса пурӑнатчӗҫ, пурте пытанса ҫӳретчӗҫ. Курнӑҫнӑ чух калаҫакан яланхи пек сӑмахсемпе пуплешкелесе ларнӑ хыҫҫӑн, Павел кайма тӑчӗ. Акӑ хамах ҫӳллӗ пӑлтӑра хӑюллӑн хӑпартӑм. Ҫапах та кӗрӗлтетнӗ сасӑ хӑлхана питӗ аван кӗрет. — Ман ывӑл, — пӗлтерчӗ Уэлдон миссис. Романа багажсем хумалли подвала хупса лартрӗҫ. Эпӗ вӗсене паллатӑп, мана улталаймӗҫ! Гусев утма чарӑнчӗ, аллине револьвер ҫине хучӗ. Анчах кайӑк ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарчӗ, ҫӑра сенкерлӗхре ҫиҫкӗнсе ҫып-ҫывӑх горизонтра ҫухалчӗ. Павка лейтенант хапха патӗнче иртсе ҫӳренине пӗрре ҫеҫ мар курнӑ. Вӗсем вӑйӑ пӑртак килӗшӳсӗр туйӑнма пуҫличченех вылянӑ. Тикӗтпе тӑвар шӑрши маншӑн ҫӗнӗ япаласем пулчӗҫ. — Пырам-и сан пата?.. Пирӗн Паганель мӗнле арпашнӑ пултӑр та, пӗр чӗлхене вӗренеп тесе, теприне вӗренме пултарайман ӗнтӗ. Хӗллехи Юрӑҫӑ ҫаплах ӑна тӗллет. «Св. Мария» черченкӗ те илемлӗскер, Петербургран Ҫӗпӗр ҫыранӗсем тавра Владивостока ҫитме ытлашши черченкӗ те илемлӗ пулнӑ курӑнать ҫав. Берсенев, эсӗ телейлӗ-и? Ҫакна юратмастчӗ те ӗнтӗ Лихо! Ман пурнӑҫ, тен, Уэлдон миссиса, юлташӑмсене кирлӗ. Унтан унӑн аллине тытса силлерӗ, Софьйӑна пуҫ тайрӗ те малалла каларӗ: — Ан суй, кунта хула мар, суйни те кирлӗ мар! — Ҫук, ҫук, пӗрре те апла мар, анчах ман экипажӑм тата карапӑм пуринчен те лайӑххи те аванни пулать. Эпӗ арӑмпа, хӗрӗмпе тата ачампа сывпуллашса уйрӑлтӑм, ҫавӑн чухне икӗ енӗ те куҫҫуль тӑкмасӑр чӑтаймарӗ ҫав; унтан пӗр хуҫан виҫҫӗр тонна тиекен «Адвенчер» ятлӑ карапӗ ҫине лартӑм. Пысӑк театр тӗлне манпа курнӑҫма тухнӑ кӗпепе, хӑй ытла салху. Эсӗ-и, Мишшин? Кольхаун пурин ҫинчен те каласа кӑтартать: мустангер Луизӑпа курса калаҫни ҫинчен тата Генри Пойндекстер мустангерпа харкашса кайни ҫинчен те. Сӑмаха малалла сыпӑнтарса пырас тесе, эпӗ чӑнах та ненецсем ҫинчен каласа пама тытӑнтӑм, ҫурҫӗрти ҫанталӑк ҫинчен те, докторпа пӗрле Ванокана епле вӗҫни ҫинчен те каларӑм. Тата виҫ-тӑват пукана никам та йышӑнманччӗ-ха, вӗсене кунта килсе ҫитеймен ятлӑ хӑнасем валли хатӗрленӗ. — Юрий? — ыйтрӗ вӑл ӳсӗрме пуҫласа. Санин пуҫне ҫӗклесе Джемма ҫине тӳррӗн те хӑюллӑн пӑхса илчӗ. Вулакан ахалех те ӑнланса илме пултарать: кӗтмен ҫӗртен Томпа Гек аллине пуянлӑх пырса кӗни мӗскӗн те пӗчӗк Санкт-Петербург хулинчи халӑха хыттӑнах хускатса ячӗ. Вырӑн ҫинчен тӑрса ҫӑвӑнсан, вӑл турӑш умне пынӑ, Бузя пӑшӑлтатса вӗрентнӗ тӑрӑх, вӑрӑм кӗлӗсем каланӑ. Пуллисем кача пӳрнинчен вӑрӑмах мар, ҫав тери пӗчӗккӗ, анчах вӑл халӗ хырӑм выҫҫине туйсах каймасть-ха. Пурте, судьерен пуҫласа куракансенчен юлашки ҫынна ҫитичченех, Деннишӗн пулнӑ, вӗсем пурте Деннине пулӑшнӑ. — Аха, ак ӑҫта! — Ан кайӑр, чунӑм! — Эс, мӗскер, питӗ кичем-ҫке паян? — каллех ыйтнӑ Фома, хӗрӗн салхуллӑ пичӗ ҫине пӑхса. Кашни ҫын хӑй ӑҫта пулас тенӗ ҫӗрте мар, ӑҫта кирлӗ, ҫавӑнта пулмалла. Швабринӑн сӑн-пичӗ улшӑнчӗ. Шлепкӳне хывсам, ара. — Эпӗ халех. Ҫаврака та тӗксӗм пит ҫинче куҫсен шурӑ ҫаврашкисем пӑхса тӑратчӗҫ, куҫ шӑрҫисем ясмӑк пӗрчисем пекчӗ, куҫа урлӑ ларатчӗҫ, — ҫавӑнпа пичӗ чӗрӗ те пит ирсӗр пек туйӑнатчӗ. Ыранах-и тен. Ромашов туять: генералпа музыка хушшине куҫа курӑнман асамлӑ ҫип туртӑнса карӑннӑ, ун урлӑ каҫма савӑнӑҫлӑ та, хӑрамалла та. Вӑл, чикӗ ҫинчи патагонецсем пек, питӗ чаплӑ плащпа пӗркеннӗ; плащӑн тул енчи ҫӑмӗсем пурҫӑн пек йӑлтӑркка, хӗррисемпе хӗрлӗ хӑнтӑр тытса ҫавӑрӑннӑ. — Эпӗ хохол: Канев хулинчен. Вӑл кӑмӑллӑ, илемлӗ, сарӑ пит-куҫлӑ ҫамрӑк ҫын; анчах ӗҫнӗ пирки урӑхларах курӑнать: ун питҫӑмартийӗсем чӗтреҫҫӗ, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсем пӗр вырӑнта тӑма пӗлмесӗр, чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ. Эпӗ пытаннӑ вырӑнтан тухса пӑхма шутларӑм, анчах ҫӗр кукри ҫинчи пиратсем те, ҫӗр кукри хӑй те курӑнмарӗ. Кӑнтӑрла ҫитеспе, манӑн вӗҫӗмсӗр телее хӑпартса, горизонт ҫинче Мул утравӗ те пӗтӗмпех ҫухалчӗ. Ленӑна уйрӑмах Алексейӑн хуралса кайнӑ ура пӳрни вӗҫӗсем нимӗн те туйманни килӗшмерӗ пулас. — Мӗн каласси, хаваслах мар, — терӗ Веткин. — Акӑ сире, ачамсем, — тенӗ вӑл вӗсене: — учитель тупса килтӗм. — Вӑкӑрсене каялла ҫавӑрса килнелле хӑвала! — хушрӗ Нагульнов, лашине аяккарах пӑрса. — Французла ҫырнӑ хутсене пӑхӑпӑр эппин, — терӗ Гленарван. — Пит аван, ку чӗлхене эпир пурте пӗлетпӗр, вулама та ҫӑмӑл пулать. — О, мистер Стумп, эсир килтӗр-и ҫак? — кӗмӗл пӗк янӑракан сасӑ илтӗнсе кайрӗ те верандӑра Луиза Пойндекстер курӑнса кайрӗ. Кунта ӗлӗк кладовой пулнӑ курӑнать. Каҫ пуласпа пӗр темле пӗчӗк пристаньрен пирӗн пароход ҫине хӗрлӗ сӑн-питлӗ арӑм тата сарӑ тутӑрлӑ та ҫӗнӗ шупка кофтӑллӑ хӗр ларчӗҫ. Халех шыва насоспа уҫласа кӑларса, мӗн ҫӗмрӗлнине юсас пулать. Унта вӑл йывӑҫ турачӗсенчен хӳшӗ туса лартнӑ, чӗрӗ тымарсемпе ҫеҫ тӑранса пурӑннӑ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна чул ҫӗкленӗ, ир пуҫласа каҫчен аллисене ҫӳлелле йӑтса кӗлӗсем вуланӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, святойсен пурнӑҫӗнче кӑна тӗл пулакан асаплӑ пурнӑҫа чӑтса ирттермелли майсем шыранӑ. Вӑл пирӗнпе юнашарти пӳлӗмрен калаҫса темӗнччен хырӑннӑччӗ, эпир вара тахҫан шкулта ӳкернӗ фотосене пӑхаттӑмӑр. Ӑна сӗртӗнес мар тесе, эпӗ айккинерех сикрӗм. Тырӑ йышӑнакан шанчӑксӑррӑн аллине сулнӑ та нимӗн те чӗнмен. Алексей ҫавӑнтах «мертвая петля» турӗ, вара, ҫӗр унӑн пуҫӗ ҫийӗпе вӑркӑнса иртнӗ чух, тӑшман самолёчӗ ҫунат ҫинчен ҫунат ҫине ҫаврӑнкаласа ӳкнине курчӗ. Тупата туршӑн полковник, чӑн-чӑн полковниках! Аллинче кӑвак пурҫӑнтан ҫӗленӗ тапак хутаҫҫи тытса, кӑмака ҫинчен Серьга Хахай анчӗ, хӑй вӑл лутӑрканса пӗтнӗ шалаварпа, аялти кӗпи хуп-хурах. Ҫав ним тулккӑсӑр мӑшкӑласа кулни мана кӳрентерместчӗ, анчах пит тӗлӗнтеретчӗ. Лось юнашар ларчӗ те курӑк таткине ҫырткалать. Катюшӑн сарӑ, ахаль ҫӳҫлӗ пуҫне, хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ ӳчӗпе кӗпи хушшинчи ҫутӑ йӑрӑма, Катюшӑн пит ҫӑмартинчен тӗревленнӗ, вӑрӑм туна ҫыртнипе шыҫнӑ чӑмӑрне тӗсет. — Ухмах та путсӗр ҫын анчах хырӑма ҫавӑн пек ирӗк парать! — хирӗҫнӗ вӑл. Мӗнех вара! Дик Сэнд шутласа тупӗ. Вӑл, калама ҫук йӗрӗннӗ пек ҫӳҫенсе, пӗркелене-пӗркелене, черкке хыҫҫӑн черкке ӗҫрӗ. Апла пулсан та, мӗнех вара? Мӗншӗн княҫӑн ҫав йӗрӗнчӗк хӗре ман урасем ҫине унашкал пӑхса илчӗ-ши? — Юрать те пулӗ! — терӗ капитан, Грушницкий ҫине тинкерсе пӑхса, лешӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫ тайрӗ. — Ҫапах та — хӑй кулать…» Эсӗ мана акӑ мӗн ҫинчен каласа пар: мӗншӗн эпӗ сан кӑмӑлна каймарӑм? Петр ҫав ҫынпа ҫапӑҫнине кӑшт астӑвать, унтан вӗсем мороженӑйпа хутӑштарса коньяк ӗҫрӗҫ, ҫынни йӗре-йӗре калаҫрӗ: — Вырӑс чунӗ ӳленине ӑнлан! Амӑшӗ пӗрин пирки кӑна питӗ хытӑ тӑрать — ачи кунне пӗрре те пулин питне ҫӑвинччӗ. Вӑл час тавҫӑрса илме пултарни тата сисӗмлӗхӗ ҫавтери ҫивӗччи мана ӑнран ячӗ. Шыв айне анакансен скафандрӗн ҫӳлти пайӗнчен вӗрен ҫирӗплетнӗ: шыв айне анакан яланах ҫавӑнпа «кӑкарӑнать». Тепӗр тесен, ӗҫ унта та мар. Туземецсем е тискер кайӑксем тапӑнассинчен хӑрамалли ҫук, ҫавӑнпа хурала икшер сехетрен улшӑнмалла пӗрер ҫын анчах тӑратрӗҫ. — Мӗн пулать? — ыйтрӗ Костя тата хуллентереххӗн. Асӗ курӑнӑва ӳҫрӗ. Фу, мӗнле сивӗ! — Ну-у? — Тӗрӗс мар приговор! Нумайӑшӗ авторсем чӑнлӑхшӑн тӑрӑшнинчен ытларах хӑйсене вӗҫкӗн мӑн кӑмӑлне тата мула хапсӑннине кӑнӑҫтарас тесе анчах тӑрӑшаҫҫӗ. Эпӗ шӑпах икӗ ҫул хушши ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ. Унтан Гриша тепӗр хутчен те: «Айӑп ан тӑвӑр», терӗ. Ӑна гримёр кӗтет иккен — вӑл тухса кайрӗ. Елдырин! — тесе чӗнчӗ надзиратель городовоя, — пӗл, кам йытти вӑл, вара ҫыр протокол. Кала. Пӳлӗме Фока кӗчӗ; эпир ларнине асӑрхарӗ те, ахӑртнех, пире чӑрмантарасшӑн мар пулса, вӑл, чӗнмесӗр хӑюсӑррӑн пӑхкаласа, алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ. — Сонька Медынская, архитектор арӑмӗ. «Пуринчен ытла — шухӑшлама кирлӗ мар», хытарчӗ вӑл хӑйне. Мересьев ҫемҫен кулса илчӗ, анчах унӑн куҫӗсем: «Часрах таврӑнӑр, сире кунта кӗтеҫҫӗ», тесе ҫырни ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Ку, юлашкинчен, элек пулать вӗт. — Кӑна вӗсем каннибалла хӑтланнине тӗрӗсе кӑларас тесе ҫеҫ мар, ҫынна ҫиес йӑла мӗн пирки тухса кайнине ӑнланса илес тӗлӗшӗпе пӗлмелле пулать. Самолёт ҫуначӗн катӑкӗ ман пуҫ ҫине ӳкрӗ… Гарибальдин чӑрсӑр ҫыннисем хӑйсен паттӑр юлташне ҫав тӳпелешӳрен ҫӗклесе тухнӑ пулнӑ, вара ӑна таҫти госпитале ӑсатнӑ, акӑ халь ӗнтӗ, темиҫе ҫул иртсен, Макҫӑм хӑйӗн йӑмӑкӗ патне таврӑннӑ та унтах юлнӑ. Ҫамрӑк капитан унпа кӗрешме карапа лайӑх хатӗрлесе ҫитерчӗ, анчах ҫиле вӑйсӑрланма, хумсене лӑпланма, тӳпене уяртма хушма пултараймарӗ. Ун умӗнчен темӗнле уйӑрса илмелле мар ҫын мӗлкисем, ҫуртсемпе тӗлӗнмелле машинӑсем курӑнса иртрӗҫ, вӗсен ҫавраҫиллӗ хускалӑвӗ унӑн пӗтӗм шӑмшакне сурса ыраттарнӑн туйӑнчӗ. Ӗненмен халӑх пек хунаса кайрӗ тӗнчере! — Мӗн каласшӑн эсир кунпа, ҫамрӑк тусӑм? — ӑнланаймасӑр ыйтрӗ Гаррис. — Анчах мӗн ҫырас-ха манӑн, Алексей Вениаминович? — Калӑр, малалла калӑр, — терӗ Елена. Малта, тӗмесем хушшинчи ҫул ҫинче, унӑн кӗпи вӗлтлетни куранчӗ. — Вӗҫне ҫитеркелерӗм пулмалла. Анчах унӑн ачашӑн ҫав тери ҫывӑх кӑмӑл-туйӑмне мӗнпе те пулин пӑсма май пулнӑ-и? Кӗҫех Том сӑмах ҫӑмхине сӳтме тытӑнчӗ, пуҫне мӗн килет, ҫавна калать: Хиксвилл ҫинчен, унта пурӑнакан ҫынсем ҫинчен кала-кала парать; эпӗ ӗнтӗ пӑшӑрханма та тытӑнтӑм: мӗнле пулӑшма пултарать-ха ку мана йывӑр лару-тӑруран хӑтӑлма? Акӑ, хӗрсе калаҫнӑ хушӑрах вӑл ялт! сиксе тӑрать те Салли аппана тутинчен чуптуса илет! Унтан каллех, хӑйӗн вырӑнне ларса, ним пулман пекех калаҫма тытӑнать; Салли аппа тенкел ҫинчен сиксе тӑрать, тутине аллипе шӑлса:— Ах, пуҫтах анчӑк ҫури! — тет. — Халь пирӗн ним те ҫук, пурне те лайӑх упрамалла. Гленарван инспекторпа калаҫнӑ чух: «мӗнле хӑрушӑ инкек», тесе каларӗ те, нимӗн те пӑшӑрханман полицейски ӑна:— Унтан та ытларах, сэр, — терӗ. Саша эпӗ тулашнине темле тӗлӗнмелле пӑхрӗ: ҫӗр ҫине ларса, ҫӑварне кӑшт карса, куҫхаршисене чалӑштарса, вӑл нимӗн чӗнмесӗр мана астуса пӑхса ларчӗ, эпӗ пӗтерсессӗн, вӑл васкамасӑр тӑчӗ те тумтирне силлерӗ, сюртукне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ те, ним пӑшӑрханмасӑр, хӑрушшӑн каларӗ: — Халь ӗнтӗ курӑн мӗн пулассине, пӑртак тӑхтасассӑн! Кашни черкке хыҫҫӑн Никита, хӑйӗн типшӗм те шап-шурӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чӗпӗтсе илсе, ӑна пыл ҫине пуҫрӗ, унтан ӑна васкамасӑр чӑмларӗ; унӑн тӗксӗм кӑвак, пӗрчӗн-пӗрчӗн татса сайралатнӑ пек курӑнакан сухалӗ чӗтренсе тӑчӗ. Пирӗн ӗҫе ку юрӑхлӑ мар. Пушша вӗренмен лаша тапса сикнӗ те сиккипе яра панӑ, унтан каллех йӑкӑлттипе кайса ута пуҫланӑ. Такам ухмаххи хӑтланать кӑна, кустӑрмана пӗр вӗҫӗмрен вунӑ хут ҫавӑрса ҫаптарать. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ унӑн авторне хӑйне хакласа пама хӑйрӑм, хӑй килӗштерет пулсан, хӑйӗн кӗнеки ҫине тӗрлӗ тӳрлетӳсем кӗртме те сӗнтӗм. Халӗ кӑна, хам калаҫнӑ вӑхӑтра кӑна, эпӗ Николай Антоныч ватӑлса кайнине асӑрхарӑм. — Аха, каламасть! Эпӗ сана пӗтӗмпех тӗрӗсне каланӑ. Эпӗ ӑна юратмастӑп. Анчах та шутла: виҫӗ ҫул, шӑп та шай виҫӗ ҫул тӑтӑшшӑн шанса кӗтнӗ, шутласа, фантазилесе пурӑннӑ, планласа аппаланнӑ-ҫке-ха, ӗҫӗ те тата ҫав тери тертлӗ те ирсӗрскер! Япаласене ҫумӑр ан йӗпеттӗр тесе, утиялтан хӳшӗ пекки картӑм. Тата — ку чӑннипех те вунӑ сехет те хӗрӗх минут пулнӑ. — Том Сойер шайкки! Унта пурте темӗнле ҫӗтӗк-ҫатӑкскерсем ҫеҫ», — тейӗҫ. Ку чухнехи таракан евӗрлӗ авалхи хурт-кӑпшанкӑн чиперех сыхланса юлнӑ хуранне илсе, пичче патне пытӑм та: — Пӑхӑр-ха! — терӗм. — Капансем, капансем! Амӑшӗ, Ольга инкӗшне Попова пӑхнӑ пирки кӳреннӗскер, тутине тӑсса лартрӗ те киле тухса кайрӗ, анчах ашшӗ темшӗн Алексей кабинетӗнче ҫӗр выртасшӑн пулчӗ. Ҫӗнтересси пулмарӗ. Мӗскӗн Эмиль вӗсем хыҫҫӑн уттарчӗ. — Асӑрхаттарас пулатчӗ сан ӑна. — Чунӑм! — татса каларӗ Огнянов. Огнянов пӗшкӗнчӗ те, хӗре ал вӗҫҫӗн ҫӗклесе, арманӑн катари кӗтесне илсе пырса вырттарчӗ. Мардохай!» кӑшкӑрса ячӗҫ жидсем пӗр харӑс. * * * Тепӗр кунне Санин вырӑн ҫинчен те тӑманччӗ-ха, ун патне праҫник чухнехи пек тумланнӑ, аллине патак тытнӑ, питне хытӑ сӑрланӑ Эмиль чупса кӗчӗ те, Клюбер г-н халех каретӑпа килесси ҫинчен, ҫанталӑк тӗлӗнмелле аван пулассӑн туйӑнни ҫинчен, вӗсем ӗнтӗ пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитерни ҫинчен, анчах пуҫӗ ыратнӑ пирки амӑшӗ кайманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эх, турӑҫӑм… Вӑт пурӑнӑттӑмччӗ вара! Чӗлхесӗрри лашана леҫсе яма килӗшрӗ, тата паллӑсем туса, лаша парнеленӗ ҫынна курсан, ӑна ури умне тайӑлсах пуҫҫапатӑп, тесе кӑтартрӗ. — Ҫук, ҫиленес килет ман, — тӑсрӗ сӑмахне атте, аллине кукӑль илсе, анчах ӑна анне алли ҫитмелле мар тытса тӑрса, — ҫиленес килет ман ӑслӑ та вӗреннӗ ҫынсемех ултав аллине кӗрсе ӳкнине курсан. Вара атте вилкӑпа сӗтеле ҫапрӗ. Ҫынсем хӗрес патне пыма тытӑнсан, эпӗ сасартӑк сирсе сирӗлми йывӑр именӳ тыткӑнне лекрӗм, хамӑн парнене кукамая парнелеме хӑюлӑх ҫитерес ҫуккине туйса илтӗм те Карл Иваныч ҫурӑмӗ хыҫне пытантӑм; вӑл, кукамая чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе саламласа, коробкине сылтӑмминчен сулахай аллине куҫарчӗ, ӑна менелник ҫыннине тыттарчӗ те Володьӑна вырӑн пама темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнчӗ. Казна укҫи, батюшка! Пысӑк тӗмлӗ йывӑҫсем тураттисене ҫӗр ҫинелле уснӑ та, ешӗл шыв юхтаракан тулли чашкӑсем пек курӑнса лараҫҫӗ. Полозов питне ҫӳхе пурҫӑн тутӑрпа шӑлчӗ те: «Хӗрхенсем, ан калаттар-ха ӗнтӗ тепӗр сӑмах. Халӗ ӗнтӗ, господа, управляющи ҫинчен калаҫма ҫитӗ ӗнтӗ, хамӑрӑн чи кирлӗ ӗҫ ҫинчен калаҫӑпӑр. Ҫак ҫын унӑн ашшӗн юлташӗ тата «Британи» ҫинчи матрос пулнӑ вӗт! — Сана-и?! Эпӗ лутра маччаллӑ, тӗттӗм пӳлӗме кӗретӗп пек… Акӑ пӗр ҫурт ҫывхарать, ун ҫийӗнчен шутсӑр шӑнкӑравсемпе шӑнкӑртатса шыв юхса анать, кунта тата пысӑк праҫник кӗрекисем, вӗсене шурӑ ҫитӗсемпе витнӗ. Ку уйрӑмлӑха эпӗ япаласем — шӑнкӑрав, кӗнеке хуплашки, кресло, сӗтел — илемлӗ, тап-таса, ҫирӗп пулнинче те, княгиньӑн корсетпа кӗрнеклетнӗ кӗлетки тӳп-тӳрринче те, кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисене курӑнмалла кӑларса хунинче те, мана пирвайхи хут курнӑҫсах ансатӑн Nicolas тата вӑл тесе чӗннинче те, вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗнче, вуланинче тата кӗпе ҫӗленинче те, хӗрарӑмсен аллисем ытла та шап-шурӑ пулнинче те куратӑп. Марко ӑна кӑшкӑрса та пӑрахрӗ: — Кам кӗнӗ ку чӑлана? Софья амӑшне хавассӑн, ача чухне алхаснисемпе мухтаннӑ пек, хӑйӗн революциллӗ ӗҫӗ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. — Ҫук, вӗсем ҫӗмӗрсе кӗреймӗҫех, — терӗ ут утланнӑ офицер. Ку гимназистсемпе пирӗн нимӗн те тухмарӗ. Унтан колхозсем тунӑ, лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ, ачасем валли ҫак ача садне туса, ун тавра тирпейлӗн хӳме тытса ҫавӑрнӑ. Куҫ умне темӗн пысӑкӑш хуласем, чаплӑ ҫуртсем, машинӑсем, карапсем, палӑксем, ҫын вӑйӗпе тунӑ шутласа кӑларми пуянлӑх, ҫутҫанталӑкӑн ӑс-тӑна тӗлӗнтерсе яракан тӗрлӗрен япалисем тухса тӑраҫҫӗ. Мана вӗренме пуҫламашкӑн кая мар-ши? Базаров кӳренчӗ. Чиркӗве халӑх тӑп-тулли пухӑннӑ. Кистенёвка хресченӗсем хӑйсен улпутне юлашки хут пуҫ тайма пурте пынӑ. Ватӑрах хӗрарӑма астӑватӑн-и?» — терӗ. Унтан вӑл:— Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗ, ман пата! — тесе кӑшкӑрчӗ. «Ах, атте! — терӗ Оксана. — Астӑватӑп, — ответлерӗ Горева. — Анчах эпӗ сире ниепле те ӑнланаймарӑм. Ӑҫталла ыткӑнатпӑр эпир?.. — Ҫапла май шухӑшласах эпӗ грот патне пырса тӑтӑм. Кайран, кирлӗ пулсан, эпӗ сире хам ҫинчен те каласа кӑтартӑп. Унӑн шупка пичӗ, хура ҫӑмпа витӗннӗскер, ҫунса хӑрӑмланнӑ пек туйӑнать, хура куҫхаршисем айне путса аннӑ хаяр куҫӗсем пурин ҫине те тӑшманла пӑхаҫҫӗ, ҫынсем ҫине ҫиелтен пӑхса, вӑл темле шала кайнӑ, янравсӑр сасӑпа, мӑнкӑмӑллӑн, юриех ӑнланмалла мартарах калаҫать, ҫынсем унтан тепӗр хут калама ыйтсассӑн, вӑл ҫухӑрарах ярса:— Ӑнланмастӑн-и? — тесе хурать. Эс мӗнле шутлатӑн? Ман ҫине пӑхсан, манӑн анне питӗ лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулнине ӗненетӗн-ши эсӗ? — Урпа та ҫук. Анчах хӑйне кам хӑратнине пӗлсен те, вӑл ҫапах хӑрама чарӑнайман. Ҫакӑ вара вӗсемшӗн чи хӑрамалличчӗ. — Эпӗ ун кӑмӑлне каясшӑнах та мар: кӑмӑллӑ кил-йышпа паллашас тенипе кӑна, ҫавӑнпа та эпӗ кирек мӗне те пулин шанса тӑратӑп пулсан, ытла кулӑшла пулнӑ пулӗччӗ… Анчах эпӗ тупрӑм ӑна. — Ку мӗнле фантази тата! Ҫамрӑк вӑл — манран тӑватӑ ҫул кӑна аслӑрах. Кун пеккисем пӗр пиллӗк пур ӗнтӗ! — Кам авӑ, калӑпӑр, пирӗн завхоз ҫинчен каласа панӑ? Эпӗ хула ҫынни мар! Ку тӑкӑрлӑка пӗр енчен Иван Ивановичӑн аслӑкӗ тухать, тепӗр енчен Иван Никифоровичӑн кӗлечӗ, хапхи, кӑвакарчӑн сарайӗ тухать. Кашни уйӑхрах эп хам пӗвӗме виҫеттӗм, паллӑ тӑваттӑм: Аверьяна ҫапса пӑрахма хӑвӑртрах ӳсес килетчӗ… Курпун тӑчӗ, пуҫне усса, ҫынсем ҫине хӗрес хума тытӑнчӗ, анчах, кӗлӗ калас вырӑнне:— Акӑ, — пичче килчӗ ман патӑма, — терӗ. Ҫӳҫсӗр старик, пӑхӑр тӗслӗ куҫӗсене темле килӗшӳсӗр ҫавракалатса, Петр ҫине пӑхрӗ те, юриех аллине сарлакан сулса, сӑхсӑхса илчӗ. — Кайӑр ӗнтӗ турӑ ячӗпе, — хушса хучӗ Никита. Вӑл чӑн-чӑн хирург пулнипе хуҫӑлнӑ шӑмӑсене калама ҫук юратать, манӑн вара ун чухне мӑйсӑр пуҫне мӗнпур шӑмӑсем хуҫӑлса пӗтнӗччӗ. Бианка, синьорӑна ӑсатса ярӑр-ха, — терӗ. — Цицеронтан. — Ҫӗмӗрейместӗн. Ҫав самантра темиҫе кашкӑр уҫланка тухса тӑчӗ. Мӗскӗн Володьӑна пӗрмай пӗр шухӑш асаплантарать. Хӑйне хӑй хӑравҫӑ вырӑнне хурать вӑл, хӑйӗн ҫине пӑхнинче, кашни сӑмахрах хӑйӗнчен, мӗскӗн хӑравҫӑран, йӗрӗнни палӑрнӑн туйӑнать ӑна. Сӗм-тӗттӗм те пулчӗ, инҫетре, хура вӑрман чӑтлӑхӗнче пысӑк ылттӑн ҫӑлтӑр курӑнса кайрӗ. Ҫав ҫӑлтӑр шурӑмпуҫ хӑпарнӑ евӗр е хӗвел тухнӑ чухнехи пек ялкӑшрӗ; вӑл сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, хӗрелсе, юн тӗслӗ пулса тӑчӗ. Наукӑсем валли, вӑл вӗсене епле ӑнланни тӑрӑх калас-тӑк, унӑн пултарулӑхӗн вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ кирлӗ. Пӗлместӗп, Том, нимӗн намӑса пӗлмесӗрех суякан ачаран мӗн пулма пултарать-ши ӗнтӗ? Ҫурма сарӑ шупкарах тӗслӗ йӗмсем тӑхӑннӑ арестансем ӗҫлекен темиҫе ансӑр урамсемпе иртсессӗн Frelsers-Kirk текен чиркӳ патне пырса тухрӑмӑр. Пичче сӑмаха гипотезӑсем текенни енне пӑрса ячӗ пулсан, эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗнех те тавӑрса калама пултараймарӑм. — Апла мӗншӗн мана килтен хӑваласа кӑларса япаласене конфискацилемелле-ха? — Анчах, ҫӑлӑнма май килсен, пирӗн часах мӗн те пулин тумалла пулсан, эпир, выҫӑпа вӑйран сулӑннӑскерсем пӗр-пӗр ӗҫ тума ӑҫтан вӑй илӗпӗр-ха? Кирила Петрович пичӗ тӗксӗмленчӗ. Мӗнле ҫӑлтӑр пулсан та, енчен пӗр-пӗр ҫӑлтӑр хӑй вырӑнӗнчен сиксе урӑх ҫӗре вырнаҫнӑ пек туйӑнсан, — ку вара астероид пулать! Ял — тавӑрать! — Таҫта, ротӑсенче пулас… — Комбата хӑвӑрӑн капэ патӗнчен илсе кай, ӑнлантӑн-и? — терӗ Озеров. «Тимур? Анне тӑна кӗчӗ, кичем шухӑшӗсене сирсе ярасшӑн пулнӑ евӗр пуҫне чӗтретсе илчӗ, Карл Иваныча алӑ тӑсса пачӗ, лешӗ унӑн аллине чуптунӑ хушӑра хӑй старикӗн пӗркеленчӗк тӑнлавӗнчен чуптуса илчӗ. — Ну, апла, мӗнле-ха эсир ирхине кимӗпе сӑмсаха пырса тухнӑ? Лось пысӑк балконлӑ, чул балюстрадӑллӑ питӗ ҫӳллӗ пӳлӗме кӗчӗ. — Туркестана, — терӗм эп, ҫакӑн умӗн ним чухлӗ те Туркестан ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ пулин те. Эп тӑрантарса ӳстернӗ вӗт ӑна. Ак ҫак пӳлӗм, урам, йывӑҫсем, тӳпе, полк командирӗ, Андрусевич поручик, служба, ялав, салтаксем — кусем пурте Эпӗ мар. Вӑл ҫапла шухӑшларӗ: Носкова арестленӗ; апла пулсан, вӑл та социалист, хурах мар, ӑна ӗнтӗ хуҫана вӗлерме е хӗнесе тӑкма рабочисем хушнӑ, Яков ку таранччен чи ӑслӑ, йӗркеллӗ тесе шутланӑ рабочисем! «Хӑваласа ҫитчӗр», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче темиҫе хут та, ют ҫӗршывсенче мӗн курнисене сивленӗшӗн хӑйне тӳрре кӑларса. Атте утланнӑ ҫӳрен лаша вылякаласа ҫӑмӑллӑн утса пырать, хушӑран пуҫне ухкаласа, чӗлпӗрне туртса карӑнтарать, хӑй ҫине ҫӑткӑнла сырӑнакан ӳпре-пӑвана ҫӑра хӳрипе хӑвалать. Икӗ вӗшле йытӑ, хӳрисене тимлесех ҫурла пек кукӑртса тата урисене ҫӳле ҫӗклесе, лаша хыҫҫӑн вӑрӑм хӑмӑл тӑрӑх илемлӗн сике-сике пыраҫҫӗ; Чӑптапа иккӗшӗ вӗсем пӗр-пӗрне ӑнланчӗҫ пулмалла, тем ҫинчен хӑвӑрт, хаваслӑн, икӗ чакак евӗрлех шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗҫ. Эпӗ ҫак пӗтӗм утлӑ ҫар команда панӑ тӑрӑх пӗр харӑс хӗҫӗсене туртса кӑларса, вӗсемпе сывлӑшра сулкаланине куркаларӑм. «Кӑрр-кӑрр-кӑрр…» — тесе ҫухӑрма тытӑнчӗҫ вӗсем. Ванокана вӗҫме эпир кая юлтӑмӑр та-и тен? Е виле илме ҫеҫ каймалла пулӗ? Сиктерсе кайнӑ пӗрре ҫапла. Сиктерсе тухнӑ та савӑннӑ пулас. А чеченец ӑна пенӗ те вӗлернӗ. Унтан эпӗ ҫак илеме курса тӑни ман пурнӑҫра куллен кирлӗ япала пулса тӑнине туйса илтӗм, вара эпӗ хамран хам: юратмастӑп-ши эпӗ ӑна? тесе ыйтма пуҫларӑм. Чӑнах ӗнтӗ, ытах та ӗҫлӗхлӗ халӑх — купец хӑй ҫырма тытӑнсан… — Хаҫат кӑларасси, — ӑс панӑ пек калаҫма пуҫланӑ Смолин, старик сӑмахне пӳлсе, — коммерци енӗпе кӑна пӑхсассӑн та питӗ усӑллӑ ӗҫ пулма пултарать. — Сирӗн благороди, санран эпӗ, тархасшӑн, питӗ йӑлӑнса ыйтас тетӗп. — Мӗн тери айван иккен эпӗ! — Сан пата пырам-и? — пӑшӑлтатнӑ Фома. Ҫавна курсан, Том чӗри питӗ хӗпӗртесе кайрӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑ унӑн ҫӗнӗ ҫипуҫ пулассине, паллах, ҫап-ҫутӑ пират ҫипуҫӗ пулассине пӗлтерчӗ. Павел, пуҫне усса, чӳрече умне ларчӗ те шӑппӑн кӑна:— Кун пек куҫҫультен вӑтанмалла мар… — терӗ. — Эпӗ чи кайран тухатӑп. Тен, мӗнле те пулин элек? Плетнёв ҫав хӗрарӑм патӗнче, пусми айӗнче, кӗтес йышӑнса пурӑнатчӗ, анчах унӑн «хваттершӗн» тӳлеме укҫи ҫукчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ӑна хаваслӑн шӳт тунипе, купӑс каланипе, чӗрене пырса тивекен юрӑсемпе кӑна тӳленӗ; вӑл ҫав юрӑсене тенорпа юрласа ларнӑ чух унӑн куҫӗсенче тӑрӑхлакан кулӑ ҫиҫсе тӑратчӗ. Паян кунчченех хӗрарӑмсем, хӗллене валли ҫырла пухса хатӗрленӗ чухне туратсем алла ан чӗрччӗр тесе, вӗсене патаксемпе ҫапаҫҫӗ. Маркиз ахӑлтатса кулса ячӗ: — Сывлӑх сунатӑп, сударь. Хамӑн ӗмӗрте вӗсене эпӗ пайтах куркаланӑ ӗнтӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн капӑрлӑхӗпе тӗлӗнтерчӗ. Рыцарӗн вӗресе тӑракан вӑйпа ҫамрӑклӑха палӑртакан таса та хитре пичӗ ҫумӗнче тутар хӗрарӑмӗн йывӑр пурӑнӑҫпа пӗтнӗ, шуралнӑ пичӗ пачах урӑхла курӑнать. Материк урлӑ каякан экспедици хатӗрленнӗ вӑхӑтра Джон Мангльс кӑмрӑк запасне тултарас тӗлӗшӗпе ӗҫлерӗ. — Манӑн йӑлара ку япала ҫук вара. Мӗншӗн тухмалла пулнӑ-ха унӑн ҫакӑн пек ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра? — Турӑ ҫук, — тет вӑл. Дениска ӗнтӗ ҫирӗм ҫулсенелле ҫитсе пырать, лавҫӑра ӗҫлет, авланма хатӗрленет, анчах хӑйӗнчен ача ӑсӗ ҫаплах тухса пӗтмен-ха. Анчах та вӑл чӑнласах та тӗлӗннӗ-ши? Меллех мар пулнӑран ҫурма ларма та ҫурма выртма тиврӗ, ку вӑл ҫӗнӗлле те кӑсӑклӑччӗ, ҫак ятпа вара, пӗтӗм ушкӑна тӗлӗнтерсе те култарса, чӗмсӗркке Лещенко хӑпартланчӑкла та айванла сӑнпала:— Эпир ӗнтӗ халь авалхи римсен грекӗсем пекех выртса ярпайӑпӑр, — терӗ хучӗ сасартӑках. Михайлов хӑй ӑҫта кайнине аса илчӗ те нимӗнле мар пулса кайрӗ, намӑс пек туйӑнчӗ ӑна. Эсӗ мана Хао пин ҫуллӑхӗсене, пурнӑҫ нӳрӗлӗхне таврӑнма пулӑшрӑн. — Кӑмӑла кайӗ! Атте ирӗклӗхпе пӗртанлӑха яланах ҫемьере чи кирли тесе шутлаканскер, хӑй юратнӑ Любочкӑпа ҫамрӑк арӑмӗ чунтан-чӗререн туслашасса шанать; анчах Авдотья Васильевна хӑйне кӗҫӗнрехе хурать, Любочкӑна кил-ҫуртӑн чӑн-чӑн хуҫи тет, ӑна пит сума сӑвать, ҫакӑ вара аттене хытӑ кӳрентерет. Тупата туршӑн, тупата туршӑн ҫапла». Анчах пичче кӗтсе тӑрасшӑн пулмарӗ. Хӑйӗн хуҫи пулнӑ ҫыннӑн вилӗ урисене сак ҫине илсе хурсан, Тихон сурчӗ, унтан каллех ларса аллине ҫӗлӗкӗ ӑшне чикме тытӑнчӗ, — унӑн аллинче темскер йӑлтӑртатнӑ. Анчах эпӗ пултараймастӑп. Урама халӑх тухса тулчӗ, вӗсем хулана кӗрекен отряд ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ. — Кӑштах шанчӑк пур-ха. Таврара йывӑҫсем те, ҫурт-йӗрсем те курӑнмаҫҫӗ. Юр ҫинче ларса тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, такам мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ — эп ӳкесрен ӗнтӗ. — Вӑл пысӑк ҫурт пулмалла, унта эпир Айкигапа канлӗ пурӑнӑпӑр. — Аван-и, шуйттан ҫури! — кулкаласа Павела ал пачӗ Серёжа. Ик-виҫ пысӑках мар ӗҫсем тума ҫеҫ ӗлкӗртӗм. Яков ҫавӑнтах ун сӑмаххисене йышӑнса илчӗ: — Чӑнах, ухмахла ӑс манӑн нумай, тӳррех каласан — ман пуҫра ухмахла ӑс пӗтӗм ял валлилӗх те пур… Сасартӑк малта кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ — пурте пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ. Хӑйӗн ӑсӗнче ҫул хыҫҫӑн ҫул суйласа пырса, вӑл, пурин ҫине те тан пӑхакан судья пек, хӑйӗн пурӑнӑҫне тӗрӗслесе тухрӗ те, юлашкинчен хаваслансах: ҫапах та пурӑнӑҫа начарах ирттермен тесе татса хучӗ. Пурте ҫав тери шӑпланса ларнӑ хушӑра вал пӗр минута яхӑн ним чӗнмесӗр, шурса кайса, катӑк шӑллӑ ҫӑварне кӑшт уҫса тӑчӗ, унтан, урмӑшнӑрах сассипе, кӑшкӑрса ячӗ: — Эсӗ! Бег-Агамалов питне кӑмӑлсӑрланнӑ пек туса хучӗ. Вӑл ку Исидора куккӑшӗн, Сильвио Мартынецӑн гасиенди пулнине пӗлнӗ. — Тӳррипех калатӑп, Паганель, ку лекцине эсир кирлӗ мар вӑхӑтра вуларӑр! — тесе хучӗ Гленарван. Хаҫатсене тӳсеймесӗр кӗтсе илсе вулаҫҫӗ. Воропаев тахҫанах пӑхса савӑнма ӗмӗтленнӗ ҫуркунне ӗнтӗ иртсе кайрӗ. Сӑрт ҫине хӑпарсан, вӑл чарӑнса тӑчӗ, ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан бригада станӗпе сӑртӑн тепӗр тайлӑмӗ тӑрӑх тавракурӑм хӗрри таранах сарӑлса выртакан сухаланӑ пусӑ ҫине пӑхса илчӗ. — Ҫук, вӑл мана хӑйӗнне ахаль ҫеҫ, пӑхса илме кӑна панӑччӗ… Ҫакӑнтан урӑх вӑл тата пӗр пӗчӗк татӑк сысна какайӗ ҫирӗ, тепӗр чашкӑ кофе ӗҫре. Пирусне чӗртсе янӑ май, Сталин чылайччен ним те чӗнмерӗ. — Сирӗн пек чухне тӗрӗс сӑмаха илтни яланах усӑллӑ, — терӗ Панталеоне хыттӑн. Ҫак тискер ҫутҫанталӑк ҫине пӑхса эпӗ хам та ирӗксӗрех салхулланса хамӑн ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывӑма аса илтӗм. Вӑл хӑйӗн кӑтра пуҫне сулса илчӗ те шанчӑклӑн, хӑйне хирӗҫ тухма чӗннӗ пекех, ҫӳлелле, тӳпенелле пӑхрӗ. Ҫакӑнтан хамӑр карапсем инҫетри те ҫывӑхри тинӗс ҫулӗсемпе килекен союзниксен карапӗсене кетсе илме е Германи конвойӗсене путарма тухса каятчӗҫ, ҫак пӗчӗк хулан пӗтем пурнӑҫӗ мӗнле пулсан та кӗрешӳпех ҫыхӑнса тӑратчӗ. Эпӗ сирӗн патӑра хӑнана килмен. Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, Нестеренкӑна пӗр сӑмахсӑр хыттӑн ыталаса илчӗ, ӑна вӗри те нӳрлӗ пит ҫӑмартинчен чуп турӗ, вара тин сӑмах хушрӗ: — Кай, хаклӑ ҫыннӑм, сиплен! Павкӑшӑн, Климкӑшӑн тата Серёжка Брузжакшӑн нимӗнле улшӑну та пулмарӗ. Чансем пур енчен те ӑнланса илмелле мар хӗрсе кайса ҫапни таврари каҫ шӑплӑхне сирет. Анчах та эпӗ унта пыл парсан та каяс ҫук. Алвишӑн ӗҫӗсем, патша вилнӗшӗн ӑна айӑпласан, вара унтан саланса тухма чылаях тӑкак тӳсмелле пулӗ. — Нимӗн те мар… Строительсен отрячӗ, хӑйӗн мӗнпур хаярлӑхӗпе ҫине тӑрса, сивӗпе кӗрешет. Ҫул тӗмески кунсеренех вӑрманалла кӗрсе пырать. Отрядран тӑхӑр ҫын пӗркунах пӑрахса тарма ӗлкӗрнӗ. Вӑл карта урлӑ каҫрӗ те мӑнаккӑш пӳлӗмӗн чӳречинчен пӑхрӗ: пӳлӗмре хӑй ҫутти мӗлтлетет. Юлашкинчен вӑл:— Ой, калаҫса йӑлӑхтартӑм, — сирӗн канмалла! Вӑл каллех тӗттӗм ҫӗре кӗрсе кайрӗ. Ҫав вырӑнтан эпӗ мӗнпур саспаллисене, «а»-ран пуҫласа «я»-на ҫитичченех, ҫырса илтӗм, «штурман азбукине» туса хутӑм. Штурман аллине, кирек те мӗнле вариантне те, тӗп-тӗрӗс ӑнланакан пултӑм. Ҫапӑҫмалла, ҫапӑҫмалла вӗсемпе вӑй пур чухне. Леш уҫланкӑра тӑшман виллисен купи ҫинче выртакан паттӑр вырӑс салтакӗ пек ҫапӑҫмалла. Хӗвел кӑвак вӑрман хыҫнелле анса ларать ӗнтӗ. — Питӗ вӑйлӑ витамин ҫитерчӗ, унтан лайӑххи пулас та ҫук!.. Шеллесем мана, патша! Вӑл татти-сыпписӗр, Петр унӑн сӑмахне темиҫе хут та пӳлме тӑнине асӑрхамасӑр калаҫрӗ, анчах Петр, юлашкинчен, ашшӗ ҫапла тума хушса хӑварни ҫинчен каласан, Житейкин ҫавӑнтах лӑпланчӗ. «Анчӑк амин ывӑлӗ, тасал ҫак позицирен!» Вара — касма та чикме… — Нимех те мар, — тавӑрчӗ ҫамрӑк. Дик Сэнд ҫӳллӗ ача мар, кайран та вӑтам пӳрен пысӑках пуласси палӑрмасть, анчах сан-ҫурӑмӗ тӗреклӗ. Эсӗ вӗт пурне те пултаратӑн, эсӗ ырӑ, эсӗ мӗнпурне куратӑн, — мӗншӗн-ха ман тӗлтен тӳрӗ мар эсӗ, турӑ? Икӗ континентри кашни ҫуртрах вӗсен чӑтма ҫук йынӑша сасси чанкӑлтатса тӑрать. Ытти пур попугайсенчен вӗсем ҫӑмӑллӑнах калаҫма вӗренеҫҫӗ. Анчах та, шапа лӗкки тӗслӗ шинеллӗ нимӗҫсем ялтан кайсанах, хура шинеллӗ нимӗҫсем килсе тулнӑ, вӗсен пилоткисем ҫинче пуҫ шӑммипе алӑ шӑммисене ӳкернӗ паллӑсем пулнӑ. Тинех вара эпӗ хайхи ылханлӑ суккӑр мӗнле япаласем йӑтса пынине туйса илтӗм. Кӗтесри лампадка тата сӗтел ҫинчи йӳнӗ, сарӑ кантӑклӑ лампа вӑйсӑррӑн ҫутатса тӑракан тӗттӗмлӗхре ряса пылчӑк тӗслӗн, ҫупа вараланнӑ пек йӑлтӑртаткаларӗ. Аким арӑмӗ саппун аркипе сӑмсине тытса нӑш-нӑш нӑшлаттарать, ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрсе пӑшӑлтатать: «Епле йывӑр пулӗ ӑна… амӑшне ӗнтӗ… хӑйӗн ачи ҫине пӑхса тӑма… ту-рӑ-ҫӑ-ӑ-ӑм!..» Мересьева кунта тӳрех ҫӗнӗрен вӑй кӗнӗ пек пулчӗ. Вӑл ҫинҫе, ҫирӗп аллисене тӑсса, симӗс куҫӗсене йӑлтӑртатарса, ман паталла сикрӗ; эпӗ сиксе тӑтӑм, пуҫпала ӑна хырӑмӗнчен тӗртрӗм, — старик урайнелле кайса ларчӗ те тӗксӗм ҫӑварне карса пӑрахса, тӗлӗнсе куҫӗсене мӑчлаттарса, темиҫе йывӑр секунд хушши мана пӑхса ларчӗ, унтан лӑпкӑн ыйтрӗ: — Эсӗ мана-и, кукаҫуна тӗртсе ятӑн-и? — Парӑнтараймарӑр-и? — терӗм эпӗ шуйттансене. — Кам эсӗ, Федор? — тесе ыйтрӗ унтан пӗррехинче Павел. «Унта мана пӗр япала питӗ килӗшрӗ, Иван Никифорович». — «Эсӗ хӑвӑн ачусене хут вӗрентрӗн-и?» — Ак мӗнле тивӗҫпе: эпӗ хама хисепрен кӑларма нихҫан та никама та ирӗк памастӑп, сирешкел маттурсене яланах ӑса вӗрентетӗп. — Пире, — терӗ Гленарван. Унтан вара, туйине малалла ыткӑнтара-ыткӑнтара, вите патнелле хытӑ уксахласа утса кайрӗ. Кондратько, тухса каяс умӗн, Гремячий Лог хуторне виҫӗ юлташӗпе юлакан бригадире аяккарах чӗнсе илчӗ, вӗсем хушшинче ҫакӑн пек кӗске калаҫу пулса иртрӗ: — Мӗн вара эсӗ, жакетку ҫине ҫиелтен наган ҫакса ҫӳретӗн? — Мӗншӗн-ха эсир, шуйттан илесшӗ, мӗншӗн эсир ман ӗҫе хутшӑнатӑр? Управленире сире эпӗ хамӑрпа ӗҫлекеннисен шутне кӗртмелле тӑвӑп, унтан вара Слепушкин сире килйыш ӗҫне туса пӗтерме тесе икӗ эрнелӗхе отпуск парӗ. Анчах сухапуҫӗпе е пӗр касӑллӑ плугпа ӑҫтан ытларах тырӑ акса тӑвайӑн-ха эсӗ? Хӗрачасем, хӑйсен черечӗпе, тӗрлӗ майлӑ «мухтанса хӑтланчӗҫ». Арҫын ачасем вара ҫав тӗлӗшпе тӑрӑшмаллипех тӑрӑшрӗҫ: сывлӑшра ҫапӑҫу ҫинчен пӗлтерекен сасӑсем илтӗнсех тӑчӗҫ. Чӑмланӑ хутран тунӑ шариксем вӗҫкелесе тӑчӗҫ. Шыв хӗрринче ларакан тирексен ҫулҫисем такӑннӑ, ҫӳлте, кӑвак тӳпере, ӗмӗрне хӗл пулман кӑнтӑр енне каякан хур кайӑксен, кӑвакалсен, акӑшсен сассисем илтӗннӗ. Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫри чугун ҫулсене юр хупласа лартать. Ку хушӑра каҫхи апат лартрӗҫ. Эпир сирӗнпе туссем вӗт, тӗрӗс-и? — Мӗнпе ҫапрӗ вӑл сана, усалскер? Татаринов капитан арӑмӗ хӑйӗн телейсӗр мӑшӑрне хӑтарма пулӑшу экспедицийӗ яма: ыйтса ҫырать. Тепӗр минутран вӗсем тӑм ӳкнине пула йӗпеннӗ шоссе тӑрӑх машинӑпа вӗҫтерсе пычӗҫ. — Эпӗ ҫав юри, Николай Антоныча тавӑрас шутпа хутшӑннӑ тесе шутлатӑр-и-мӗн эсир? Пӗрмаях аталанса пыракан ҫак вичкӗн сисӗм те Петрик ачалӑхпа яшлӑх хушшинчи татӑклӑ улшӑну тапхӑрне ҫывхарни ҫинчен калать. Илместӗн пулсан, эсӗ манӑн кӑмӑла хуҫатӑн. Ытти иккӗшӗ Костькӑн нимӗнле айӑп, та ҫук, тесе шутланӑ. — Документсем! Тӑвалла хӑпарнӑ май вӑхӑт-вӑхӑтпа разведчиксене хӑйсен ури айӗнчи ҫӗр кисренсе тӑни тӗлӗнтерсех ячӗ. Анчах Флимнап хӑй те, унӑн вӑрттӑн куҫласа ҫӳрекенӗсем — Клестрилпе Дренло агенчӗсем (вӗсем кирек мӗн туччӑр, ҫапах та ячӗсене тӳрех калатӑп) нихҫан та кам та пулин ман пата инкогнито пулса килнине кӑтартма пултараяс ҫук. Ман атте, ҫак кӳрентерекен сӑмахсем хыҫҫӑн картинине хӑй тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулнӑ пек, малалла тухнӑ та мӗнпур кӗлеткесен куҫӗсене пӗтӗмпех ростовщик куҫӗ евӗр тунине курнӑ. — Эпӗ пит те хӗрхенетӗп, мистер Пойндекстер, анчах эпӗ сирӗнпе пӗрле пымашкӑн юлма пултараймастӑп. Манӑн форта пӗр пит кирлӗ документ леҫсе памалла. — Мӗн эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ. Ун маневрне никам та сисмен. Мария Васильевна патне ҫырнӑ ҫырура малтан «ман арӑма», тесе ҫырнӑ, унтан, тӳрлетсе: «манӑн тӑлӑх мӑшӑрӑма», тесе ҫырнӑ. «Сана шуйттан кирлӗ пулсан, каях шуйттан патне!» терӗ Пацюк, куҫне ҫӗклемесӗр, ҫаплах-ха ҫӑмах чӑмласа. — Халь ӑҫта каяс тетӗн тата? — Мӗскер пулчӗ-ха манпала капла? — шухӑшланӑ вӑл. Ҫамрӑк хуҫи тӗрмерен ӳсӗр, килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланчӑк ҫын пекех пулса киле таврӑнни уншӑн питех те кулӑшла пек туйӑннӑ. Дик Сэнда ӑна ҫеҫ пӑхса тӑма ҫирӗплетнӗ хавильдарпа пӗрле площадьрех хӑварчӗҫ. Мӗншӗн Николай Антоныч ҫав ӗҫе пуҫланӑ? Калаҫасса чӑнах калаҫрӗҫ, эпӗ ҫакна пӗлсех тӑратӑп. Те йынӑшса илчӗ, те мана ҫапла туйӑнчӗ. — Вара ун чухне мӗн пулӗ? — тесе ыйтатчӗ вӑл манран мӑшкӑлласа. Нимӗн тума та ҫук! Юлашкинчен вӑл маншӑн темле пӑравус патши пек туйӑнма пуҫларӗ: сухалӗ ҫилпеле варкӑшать, тӗтӗмӗ трубаран варкӑшать, хурантан йӗс те пӑс ыткӑнать… Анчах кам пулӑшнӑ-ха? — Мӗн чухлӗ тырӑ ҫапса хыврӑмӑр-ха эпир? Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӳсентӑрансем хӑйсен симӗс тӗсӗпе пирӗн куҫа ачашлаҫҫӗ. Симӗс тӗс вӑл — ӑшӑпа сулхӑнрах нӳрлӗхе пӗрлештернӗ евӗрлӗрех: пирӗн чунта вӑл лӑпкӑлӑхпа ҫителӗклӗх туйӑмӗсене вӑратать, анчах вӑл телей текен туйӑма та, чарусӑр вӗри туйӑмсене те аса илтермест… Апла тытман пулсан, эпӗ вилмеллех ӳксе аманаттӑмччӗ пулӗ. Унтан, сарлака та пӗркеленчӗк пичӗ ҫинчи кулла чараймасӑр, малалла каларӗ: — Эсӗ, Ниловна, ан ҫиллен, — эпӗ сана паҫӑр ывӑлу айӑплӑ, тесе персе ятӑм. Кавалерсен йышӗ сахаллипе (улансен пӗр-пӗр бригади тӑман вырӑнта яланах ҫавӑн пек пулать ӗнтӗ), арҫынсем хӗрарӑмсенчен сахалтарах иккенне кура, ташлама юраллӑ пек арҫынсене пурне те ташлама тӑратрӗҫ. Вӑл пӗр ҫирӗм пилӗк ҫултан иртмен, хӑй темшӗн аптраса ӳкнӗ сӑнлӑ. Унта хурарах хӗрлӗ-хӑмӑр тир силленет, ҫаврӑнать-кусать. Ун чух вӑл ҫывӑратчӗ-ха, анчах унӑн ыйхи темле ытла та лӑпкӑ марччӗ: куҫӗсем кӑштах уҫӑлнӑ та тӗтреллӗн, сӳрӗккӗн пӑхаҫҫӗ, пичӗ шуранка, темшӗн пӑшӑрханни палӑрать. Бен, хӑй пӑрахутне ҫывӑхарах илсе пырса, Томпала ҫума-ҫумӑнах тӑче. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Луиза карлӑк патне пырса таҫта инҫетелле пӑхкаласан, Кассий Кольхаун ӑна пит хытӑ тӗллесе, сӑнаса пӑхнӑ, ҫавна таврари ҫынсем сисмесӗр юлма пултарайман. Этем пурӑнать, ун таврашӗнче нимӗн те улшӑнмасть; ку питӗ йывӑр, асаплӑ. Ҫав таврари пӗвелесе лартнӑ пек хусканми пурнӑҫ, ҫын чунне пӗтӗмпех вӗлереймесен те, мӗн чухлӗ пурӑннӑ — ҫавӑн чухлӗ асапланмалла тӑвать… Пулас пулсан — пулать, пулмарӗ-тӗк, турӑ ҫапла ҫырнӑ. — Эсӗ лайӑх калаҫатӑн, анчах — чӗрене тивмелле мар, акӑ мӗн! Джемма ун ҫине куҫне хӗссе пӑхса илчӗ те кулса ячӗ, амӑшӗ ӑна ятласа илчӗ. — Пӗр темле ҫамрӑк ҫын, тумланасса хӑй ытла кӑйттӑ тумланнӑ, ҫынни ҫапах та интеллигентлӑ пек курӑнчӗ… Патшан эрехпе витӗрех касӑлнӑ ӳчӗ, краҫҫын кӗленчине ҫулӑм хыпса илнӗ пек, ҫунма пуҫларӗ. Эпӗ хам мисс Пойндекстерпе калаҫни ҫинчен манса кайнӑ, — ҫав ҫемьери чи мӑнкӑмӑллӑрах ҫынӗпе мар пулсан, чи илемлӗрех ҫынӗпе калаҫни ҫинчен манса кайнӑ. Hélène манпа пӗрле килме тухнӑччӗ те, — терӗ вӑл, — садра тӑрса юлчӗ. Ҫаплипех юлтӑр ӗнтӗ. Кӑнтӑрла вӑл вӑрманта ирттерет, сакӑр сехетсенче вара, тӗттӗмлене пуҫласанах, пӗччен е Ерошка мучипе пӗрле хуҫисем патне кайса ларать. Тупнӑ йӑпанмалли вӑхӑт! — хӑй ҫилленнине пытармасӑр хыттӑн каларӗ Нестеренко. Карланки витӗр ура тупанне туртса кӑларам!» Ҫапла, ара… пурсӑр та ҫакнашкал акӑ эсир. Апла пулсан, кайӑпӑр. Анчах тимӗр шапи мӗн ҫинче тӑнӑ-ши, ун пирки шухӑшламан та. — Ҫук, эпӗ алӑ та парасшӑн мар, — терӗ те вӑл каллех тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. — Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель мӗнле ҫӗршывсем урлӑ каҫса пынине пӗлме. — Сахал пулнӑ ҫав, — ҫирӗплетрӗ Пантелей. Майпен пускаласа, вӑл коридор тӑрӑх утса кайрӗ, алӑк сӑлӑпне тӗртсе уҫсан мрамортан тунӑ сарлака пусма ҫине тухрӗ. Мӗншӗн калаҫмастӑр? — Куна эп хам ҫинчен… — Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, Поляница юлташ, тӗлӗнетӗп: мӗнле-ха эсӗ — рабочи, большевик, — ҫапла час мӑй таранах вак хуҫа кӑмӑл-туйӑмӗпе тулса ларма пултарнӑ? Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем Мадзини партинче тӑнӑ, вӗсем демократиллӗ республика тата пӗрлешнӗ Итали туса хурасшӑн пулнӑ. Манӑн сана улталас килмест, ҫавӑнпа та эсӗ мана хӑван куҫусемпе куриччен ӑшри туйӑмусем ҫинчен ҫырма пӑрахма ыйтатӑп, терӗ. Иван Никифорович, Иван Ивановича ӳпкелес ӗмӗтпе, ҫӗнӗ хур карти туса лартрӗ, ӑна вӑл малтанхинчен кӑшт хӑй еннерех шутарса тутарчӗ те, ҫапла вара ҫак хисеплӗ ҫынсем пӗр-пӗринпе куҫа-куҫӑн вуҫех курӑнми пулчӗҫ — леш, суд ӗҫӗ вара шкапрах выртать, пӗр хускалмасӑр чернил пӑнчисенчен мрамор тӗслӗ пулса тӑнӑ шкапра выртать те выртать. Тата санран эпӗ мана суха туса пӑрахмашкӑн пулӑшма ыйтса пӑхасшӑнччӗ. — Кайӑк-кӗшӗк витисем ҫук, колхозниксен кӑмӑлӗ ӳкрӗ, факт! — Эпӗ те, — терӗ кӗҫӗн лейтенанчӗ. Ешӗл сукмаксен хӗррипе статуйӑсем тӑраҫҫӗ. Пизарросемпе Магеллан тупса панӑ ҫӗрсене майлаштарса, ҫӗнӗ материкӗн контурне карта ҫине ӳкерме май килнӗ, ҫавӑншӑн Кивӗ Тӗнчен ученӑйӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Хӗрарӑмсем вӗсем, паллах, тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ, тӗрӗсех ку, анчах ҫапах та, мур пӗлет вӗт, мӗнле пурӑнкалаҫҫӗ вӗсем унта пирӗнсӗр… Елена Берсенев питӗнчен пӑхрӗ, унтан ун тӑрӑх пӑхса илчӗ те урайне тинкерме пуҫларӗ. Карчӑк калама ҫук тӳсӗмлӗ ҫынччӗ. Эпӗ ун патӗнче тӑватӑ уйӑха яхӑн выртрӑм пулас. Ҫав вӑхӑтра яланах е аташаттӑм, е хӑлхи ыратакан упа пек ҫилленеттӗм. — Авӑ мӗнле иккен эсӗ! Куҫӗсем унӑн ҫуллӑн йӑлтӑртатрӗҫ, пичӗ, тилле курнӑ чухнехи пек, ачашшӑн ӑшӑнчӗ. Самолет хӑйне кура йӗркелех курӑнатчӗ-ха, ҫав ҫӗр е икҫӗр тӗлтен шӑтнине шута илмесен, маншӑн вӗт тимӗр купи пек курӑнакан самолет ҫине ларма тӳрӗ килнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ. — Ҫапла, халь ытлах каҫ пулчӗ ӗнтӗ, сирӗн ҫывӑрма выртма та вӑхӑт. Эсӗ ху ӑна хӑҫан та пулин туса пӑхнӑ-и, Гек? Ахаль те ыйтса пӗлме пултаратчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫумӑр пӗтӗм тӗнчене шыв тулнӑ чухнехи пекех пӗр чарӑнми шавласа ҫӑвать. Машӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫине куҫҫуль кӗмӗлленсе тухрӗ, вӑл ӑна васкамасӑр шӑлчӗ те пит ҫӑмартинчен аллипе тӗревленчӗ. Вӗсем мӗншӗн ҫапла тарнӑ пирки те вӑл шухӑшне илмерӗ, — вӑл шухӑшламарӗ те вӗсем ҫинчен, лешсем те ун ҫинчен шухӑшламарӗҫ. Пӗтӗм халӑх хуларан тарнӑ чух вӑл мӗншӗн хулана чупнӑ пирки никам та тӗлӗнмерӗ, пӗр сӑмах ыйтмарӗ… Вӑл нимӗн пирки те шухӑшламарӗ: хӑвӑртрах хулана ҫитсе кӗрессе кӑна пӗлчӗ вӑл! — Тавтапуҫ сире ҫакӑншӑн. Пичче ерипен пуҫне сулчӗ. Айтӑр-ха кофе ӗҫер, кофе — чи лайӑх кофе — Саксони куркисемпе, юр пек шурӑ сӗтел ҫинче! — Ҫиллентермелли сӑмах каларӑр? Пур япала та кунта Алексее — кӗрлесе иртнӗ ҫапӑҫу ҫинчен, хӑйӗн фронтри тусӗсем тӑшмана малалла ирттерес мар тесе, пурне те манса кайсах ҫапӑҫни ҫинчен пӗлтернӗ. Ӑҫта лайӑххи пулмасть, унта усалли пулать, усалпа ырлӑх хушши инҫех мар». Санин хыпӑнса ӳкрӗ… Эс ун пирки мӗн калӑн?» тесе хучӗ. Анчах эп ӑна систерме халех чупатӑп. — Эсӗ апатран-и? — ыйтнӑ Люба, пӳлӗме кӗрсе. Ракетӑра тар е урӑхла мӗнле те пулин япала ҫунать. Ҫуннӑ япаласенчен газсем пулаҫҫӗ; вӗсем хыҫалтан тапса тухаҫҫӗ те ракетӑна малалла тӗртеҫҫӗ. Ан калаҫ! Сӗрсе пӑхма ҫеҫ пар мана, кӑшт ҫеҫ сӗрсе пӑхма пар. Пӗрре тапӑнсанах, эпӗ ыратнипе ыйхӑран вӑранаттӑм та пит тарӑхса кайнипе вӗренӗсене пӗр самантра тата-тата пӑрахаттӑм, вара вӗсене хӑйсене тапӑнаттӑм. «Ҫавӑн пек тӳрӗ пит-куҫлӑ ҫын сутӑнчӑк пулма пултараймасть», — тесе шухӑшне илчӗ вӑл. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм те унӑн сӑн-пичӗ сиввӗн курӑннине асӑрхарӑм; вӑл ман ҫине те тӑшманла, кураймасӑр пӑхрӗ. Тӗттӗмре куҫ та витӗр кӑтартмасть, вӑл ҫӳхе ҫӗтӗк пиншак пеккипеччӗ, тулта самай сулхӑнлатрӗ-ҫке. Ҫак Мускав патӗнче аслӑ ҫапӑҫу пынӑ кунсенче полк мӗнпе пурӑнать, мӗнпе сывлать — йӑлтах кӑтартса парать ӗнтӗ вӑл. Вулӑс крыльци ҫинче кукша пуҫлӑ, вӑрӑм сухаллӑ, пӗр кӗпе кӑна тӑхӑннӑ арҫын чӗлӗм туртса ларать. Курӑк ҫинче сысна ҫӳрет. — Чӑнах. Вӗсем Исидорӑна ҫӑлма, прерисенчи пиратсене хыҫҫӑн хӑвалама тухса каяҫҫӗ. Тахҫан Катьӑн та ҫакӑн пек шурӑ пӑнча-пӑнчӑллӑ кӑвак кӗпе пурччӗ. Мендель сарӑхса типнӗ аллине Серёжа хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ те ашшӗ пек шанчӑклӑн каларӗ: — Погром пулать, паллах. Тепӗр чух эпӗ каҫпа вӑранаттӑм та вӑл утса ҫӳренине илтеттӗм — питӗ нумайччен ларатчӗ вӑл — чӗре вара темле ырлӑхпа… е урӑх туйӑма туйса илсе тапма чарӑнатчӗ. Сунарҫӑсене питӗ чыслӑ апат кӗтсе тӑрать. Кӑна пӗлчӗ вара вӑл: Ромашкӑна класра хӑшпӗр чух тӑмана тесе виртлетчӗҫ. Ку мӗн тума кирлине — посыльной хӑй те пӗлмен. Вӑл хӑй аллине асӑрханса Тоня хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Ҫывӑрах, пепкемӗм… ҫывӑр… Ҫав вӑхӑтрах Иван Петрович Берестовпа Григорий Иванович Муромски пӗр-пӗринпе курӑнса паллашни ҫирӗпленнӗҫемӗн ҫирӗпленсе пынӑ та, часах вӗсем туслашса та кайнӑ. Ку акӑ мӗнле майпа пулса тӑнӑ. Тен ӗҫсем ӑнса та пырӗҫ! — Ҫав сочинение мӗн ҫинчен ҫырнине, Елена Николаевна, пӗр-икӗ сӑмахпа каласа пама йывӑр. Андрей тӳрех чухласа илчӗ: ашшӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ иккен. Ку сӑмахсене вӑл илтессе хӑй ӑстӑнӗнче илтрӗ-ха, ӑнланасса вара вӗсене урама тухсан тин ӑнланчӗ. Виҫӗ эрне вӑл ҫав асапсене паттӑррӑн тӳссе пурӑннӑ, юлашкинчен тӳсеймен те пӗр кун вара таҫта ҫухалнӑ. Анчах эпӗ паян «политбюро» ларӑвӗ туса ирттертӗм те питӗ пысӑк решени йышӑнтӑм. — Эпӗ каламастӑп! — Йӑлӑхтартӑр эсир мана, — терӗ Артамонов. Хӑвӑра ҫӗнтерме патӑр-и? Хыпар пӗлтерекен малалла вулама пуҫларӗ: — «…Обществӑна хӑтарас енӗпе ӗҫлекен Комитет пире панӑ приказӗсемпе полномочисем тӑрӑх…» Лешӗ ним те курман пек каллех хӑй ҫулӗпе малалла кайма тытӑнать. Мӗн тӑвас пирӗн? Манпа мӗнле тӳпелешнине пӑхсан, кунта нимскерех те ҫук теме пулать. — Грант капитан, — терӗ Паганель, хавхаланса, — ҫак хута ҫырнӑ самантрах тыткӑнри ҫын пулнӑ тесе каласшӑн эпӗ. Кун пирки документсем ҫинче нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук! Унӑн ҫулне касса вӗҫекен ҫар карапне Гусев та тӳрех асӑрхамарӗ. Крепӑҫсене майлӑ тесе палӑртса суйласа илнӗ вырӑнсенче тунӑ, вӗсенче пурӑнма пуринчен ытларах Яик улӑхӗсемпе ӗлӗкренпех усӑ курнӑ казаксене вырнаҫтарнӑ. — Ҫавна тӗпчетпӗр те, — ҫӗкленсе кайса пӗлтерчӗ Вышимирский. Давыдов аллине сӑтӑрса илчӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ: — Ача садне тӑвас сӗнӗве пурте пӗр саслӑ пулса йышӑнчӗҫ. — Ҫурт тавра! Тӑчӗ те вӑл, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа ҫӗлӗкӗпе кӑшт ҫеҫ мачча хӑмине перӗнеймерӗ, вара, вӑйсӑр куҫӗсемпе Ерофей Кузьмича шыраса, алӑк патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ҫук, — тет мана хирӗҫ пичче. Каҫ сӗмлӗхӗнче Гусев, ӗҫ ҫукран, пӳлӗмрен пӳлӗме ҫӳреме пуҫларӗ: ҫурт пысӑк, ҫирӗп-нӑкӑ никӗсленӗ, — хӗлле пурӑнма. Юлашкинчен, вӗсем сывӑ та чипер сӑнлӑ, пичӗсем вӗсен калама ҫук ҫемҫе — акӑ сире мӗнпур Санин. Миките пӳрте кӗнӗ чух, вӑл хулӑм кӗленче стакан ӑшне эрех тултарса, хӑна патнелле илсе пынӑ. Кунта вӑхӑт кирлӗ. Секретарь самолетсем, самолет ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ. Ҫук, ҫук, виҫҫӗрен ытла кирлӗ мар. Мӗн тери илемлӗ! Халь вӑл хӑйне ирӗклӗ туять, хаваслӑ, хӑш чухне кӗтмен ҫӗртенех те чикесӗр хавхаланса кайнипе ыттисене те савӑнтарса тӗлӗнтерет. Эсӗ хут пӗлетӗн-и? Тепӗр сехетрен пӗчӗк уссиллӗ капитан Мересьева хӑйӗн шефӗн кабинетне илсе кӗртрӗ. Э? — Кирек камӑн та хӑйӗн суранӗ хытӑрах ыратать. Ӗнентертӗр пулсан — ун пек ҫынна ним шикленмесӗр-тумасӑр шанӑр. Вӑл аллине тӑсрӗ те инҫетри темӗнле пӑнчӑ ҫине кӑтартса:— Карап! Ҫакӑнта виҫӗ тӑваткал миль талккӑшӗнче авалхи чӗрчунсен пурӑнӑҫӗн историйӗ курӑнса тӑрать, каярах пулса тӑнӑ тӑпрасен стенинче тӗрлӗ чӗрчунсем пурӑннӑ паллӑсем питех те сахал упранса юлнӑ. Ҫула илсе тухнӑ япаласенчен тата амансан е суранлансан кирлӗ хатӗрсем: пуклак вӗҫлӗ хачӑ, ал-ура хуҫӑлсан ҫыхмалли йывӑҫ хупписем, хытӑ пир татӑксем, бинтсем, компрессем, фонтанель, юн юхтармалли таз — ҫаксем пурте хӑрушӑ япаласем, кунсӑр пуҫне декстрин тултарнӑ темиҫе кӗленче, сурансене ҫумалли спирт, тӑхланлӑ уксус, эфир, ахаль уксус тата нашатырь, ҫаксем пурте сахал лӑплантаракан эмел-имҫамсем. Ак ҫакна вара яланах ӑнкараймастӑмччӗ. Владимир хӑйле ертсе килнӗ качча укҫа тӳленӗ те пачӑшкӑ картишне кайнӑ. Эпӗ ҫавнашкал-кунашкал мыскарасем тума ҫамрӑкранах пит ӑста пулнӑ, халӗ унтан та ытларах! Кучченеҫе Луиза Пойндекстер парса янӑ пултӑрччӗ, уншӑн мустангер тем те пама хатӗр пулнӑ. Мӗн эс манпа дипломатла хӑтланатӑн? Хам хӗрача иккенне пӗр самантлӑха та манмалла мар тесе хама хам асӑрхаттартӑм та алӑка шаккарӑм. Ытлашши ҫемҫе кӑмӑллӑ пулни мӗн патне илсе пырасса эпӗ малтанах пӗлнӗччӗ, акӑ ӗнтӗ кур пуҫтах католичкӑпа унӑн… — Хуллен, хуллен! Алӑкран ҫӳллӗ, кӑвак кӗлетке тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫаврӑнкаласа кӗчӗ, ун хыҫҫӑн — тепри; икӗ жандарм Павела каялла чакарса икӗ енне тӑчӗҫ, унтан вара тӑрӑхласа, ҫинҫе сасӑпа:— Эсир кӗтнисем пулмарӗҫ-им, э? — тени илтӗнчӗ. Ҫуркунне килет. Каҫарӑр мана! — Юрать, — тетӗп, — анчах эсӗ кӑшт тӑхта. — Орел! — терӗм эпӗ. Туршӑн та унран темӗн те кӗтме пулать: вӑл ҫав тери тӗлӗнмелле ҫын. — Колчо, шӳтлесе ан калаҫ-ха, — чарчӗ ӑна тухтӑр. — Каялла тухма-и? Акӑ тата мӗн каласа хутӑн! Эпӗ решеткине касса татмалла. Эпӗ чирлӗ пуласшӑн мар, — терӗ. Эсӗ паллатӑн-и мана? Вӑл нумай пулмасть чикӗрен килнӗ, унта вӑл хӑйӗн ӑсне тата паттӑрлӑхне пула палӑрнӑ. Пурте, пӗр минут маларахри пекех, хӑй вырӑнӗнче. Вунпӗр сехетченех калаҫрӗҫ. — Виҫҫӗ туп, — тет Том, — пӗринчен пӑчкӑ тӑватпӑр. — Пуҫ шӑмминченех лайӑх курӑнса тӑрать, ҫак вырӑс нацийӗн представителӗ ӑс-тӑн енчен ҫав тери кайра тӑнӑ. — Мӗнле каларӑм эпӗ Катьӑна, эх, мӗнле кана каларӑм! — Тата епле мӑнаҫлӑн кулать-ха! Унӑн мухмӑр чӗртес шухӑш килнӗ, ҫав вӑхӑтрах пӗр шухӑш — хреснашшӗ унпа паян ытла та ачаш пулни тата ӑна хулари чи чаплӑ купецсен компанине мӗскершӗн илсе килни — канӑҫ паман. Чӑнласах та империйӗн юлашки сехечӗ ҫапрӗ-ши, эппин Бейзаде тӗрӗс калать пуль, ҫамрӑксем те тӗрӗс калаҫҫӗ пуль эппин? Пур енчен те ҫӑра сӗмлӗхпе пилленнӗ ҫынсем вӑрман фонӗ ҫинче пӗчӗкҫеҫҫӗн, ачасем евӗр анчах курӑннӑ, вӗсем, вучах ҫулӑмӗпе чӳхенсе, хӑйсем те ҫуннӑ пек туйӑннӑ, аллисемпе хӑлаҫланнӑ, хыттӑн, вӑйлӑн юрланӑ. Хӑй палланӑ ачасем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ахӑлтатаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ те йӗреҫҫӗ, анчах вӗсенчен нихӑшӗ те ҫапла кӑмӑллӑ калаҫмасть. — Хатӗр. Акӑ сире ҫула кайма укҫа илсе килтӗм. «Икӗ кун та икӗ ҫӗр пӗр вӑранмасӑр ҫывӑрчӗ Петро. Унӑн ҫути Рибарицӑн чуллӑ сӑрт ҫыран хӗррипе те Стара шывӗн хумӗсене те хӗрлӗн ялкӑштарса ҫутатать. — Тепӗр енчен ку аван та, — сан ҫумна ҫулӑхмӗ. «Арина!» тесе кӑшкӑрса ячӗ аякран арман хуҫи. Пӗлӗтсем, е пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайса, е пӗр-пӗринчен иртсе кайса, хуллен шунӑ, хӑйсен тӗсӗсемпе кӗлеткисене улӑштарнӑ, кӗрнеклӗ те, салхуллӑ курӑнса, хӑйсене хӑйсемех ҫӑта-ҫӑта ярса, куҫ умне каллех урӑхла, ҫӗнӗ тӗссемпе туха-туха тӑнӑ… Вӑл шӑппӑн кӑна аяккинелле пӑрӑнчӗ те, ватӑ йытӑ пек, кӗтмен ҫӗртен вӗрсе ячӗ. Шартах сикнӗ хӗрсем кӑшкӑрса ячӗҫ, ҫавӑнтах ахӑлтатса та кулчӗҫ. Пӑван чавсаланчӗ те, Монтанеллин чӗтрекен аллисене ҫавӑрса тытса:— Падре, эпӗ шыва путманнине епле ӑнланма пултараймастӑр эсир? — терӗ. Анчах Ромашов ӑна сивӗ евӗклӗхпе татса лартать: «Кӑлӑхах ку, полковник, тавах сире. Вите, кӗлет, нӳхреп тенисем пурте тӗп ҫуртран ҫур милӗн ҫурринче лараҫҫӗ; вӗсем мӗн пурӗ ҫирӗм хуралт пӗр пӗчӗк ял пекех туйӑнаҫҫӗ. Чул муклашкисем, катрамсем, кристалл ванчӑксем ҫивӗч-шӗвӗр пайӑркисемпе ҫиҫкӗнсе сарӑлнӑ. Темӗскер хӑтлансан та майор ун ҫине интереспе ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ, ҫакна кура юмахри пек таҫтан сиксе тухнӑ этем хӑйӗн тӑсӑлакан трубине илсе, — труби сахалтан та тӑршшӗпе тӑватӑ фут пулать, — ӑна горизонт еннелле тытса телефон юпи пек хытса тӑчӗ, тӗреклӗрех тӑрас тесе пуль, урисене тем сарлакӑш чарса пӑрахрӗ. А господин Авезиа? Пӗр аллипе сӗтел ҫине таянса, питне хутпа хуплать, аслӑ судйи вӑйсӑррӑн, сӗрлекен тӗкӗлтура евӗрлӗ сасӑпа вулама тытӑнчӗ. Анчах астӑвӑр, асанне, никама пӗр сӑмах каланӑ ан пултӑр. Вунсакӑр ҫулта вӑл гидрографсен курсне лайӑх паллӑсемпе вӗренсе пӗтерчӗ, уйрӑммӑн ирӗк панипе диплом илсе, Джемс Уэлдонӑн карапӗсенчен пӗрин ҫинче капитан пулма хатӗрленчӗ. Анчах эсир кунта та самантлӑх туйӑмах ытлашши пысӑк вырӑна хуратӑр, тесе шутлатӑп эпӗ. — Ылханни — кӑмӑлсӑр пулни. Тӳпене вӗтӗ, тӗксӗмрех ҫӑлтӑрсем тухса тулчӗҫ; ӗлӗк ун пек ҫӑлтӑрсем пулманччӗ те пулас. О, темлелле тӗнче чунӗ, тата тивӗҫ ҫинчен ҫӳрекен чӑх аташӑвне пӗлетӗп эпӗ. Анчах ҫав ҫӳп-ҫапа пуҫӑнтан кӑларса пӑрахмасӑр малалла та хирӗҫӳ ҫулӗпе каятӑн пулсан, асту — ӗҫре ҫакӑн пирки пулма пултаракан кашни кӑлтӑк пиркиех хытӑ ҫапӑҫмалла пулать. Регуляторсен сивӗ куҫӗсенче хӗрхенӳ пуласси курӑнмасть, часрах пӗтересшӗн ҫунни ҫеҫ. — Ҫук, Иван Павлыч, эпӗ калатӑпах, — терӗм эпӗ. — Пӗлетӗп. Килтен тухса кайиччен Ерофей Кузьмич Лозневойран тата тепӗр хут ыйтса пӗлнӗ: — Ывӑла ӑҫта шырамалла, мӗнле паллӑсем пур унта? — тенӗ. Самант илемӗ ӳсӗртсе ярать Ромашова. — Акӑ мӗн эппин, — терӗ Ерофей Кузьмич юлашкинчен, кӑшт ҫемҫереххӗн. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан ҫынсенчен пӗр вӑл кӑна ҫак тирпейсӗр ҫырнӑ пилӗк сӑмах мӗне пӗлтернине тата вӗсем мӗн хак тӑнине ӑнланма пултарнӑ. Мӗнле купец эп? Историре те вӗресе тӑракан ачалӑх вӑхӑчӗ пулнӑ, чӑрсӑр ашкӑнчаклӑ та хаваслӑ ҫамрӑк ӑрусен вӑхӑчӗ. — Анчах мӗншӗн ман ҫине ҫапла тискеррӗн пӑхрӗ-ха вӑл? Ахальтен мар ӗнтӗ Диц кӑвайт патнелле ҫывхарса пыракан Ромашов ҫине калама ҫук сӗмсӗррӗн тинкерчӗ те никам нихӑҫан туман ирсӗрлӗхпе ӳсӗрсе илчӗ, ҫакӑншӑн Ромашов ӑна ҫунакан вут сыппи тытса вирлӗн кӑна янклаттарма та хатӗрччӗ. Лактометр пирки мана каҫарчӗ вара. Судьясенчен кашниех хӑйӗн шухӑшне айӑпланакан умӗнче каласа пӗлтерет, мӗншӗн тесен, закон тӑрӑх тӑвакан суд ӗҫне пытармалла мар. Ҫак ҫырӑва ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн Оленин каҫа юлса хуҫисем патне кайрӗ. Вӑл, хӑй пусмӑрламан пулсан, пусмӑрлама жандармсене ирӗк панӑ, хӑй савӑнса кулса тӑнӑ. Анна Власьеьна, вӑл манӑҫнӑшӑн, пурне те каласа парайманшӑн кӳреннӗ пулин те, ку провинцинче пурӑнса вӑтанма вӗреннинчен килет пулӗ тесе, каҫарнӑ ӑна. Ҫав-ҫавах та, амӑшӗн калавӗсем ӑна ытларах илӗртетчӗҫ, вара вӑл Макҫӑм пиччерен мар, амӑшӗнчен ыйтса тӗпчеме тӑрӑшарах паратчӗ. Анчах та праҫник пурпӗрех йӗркеллӗ иртмерӗ. Мана халӗ пачах урӑхла шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Сайра пӗрре вӑл ман ҫине чурӑс, арпашӑнчӑк та кулӑшла пӗчӗк кӑвак куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн пӑха-пӑха илчӗ, анчах эпӗ унӑн нар пек хӗрлӗ пичӗ ҫинче нимех те вуласа пӗлеймерӗм: ни майлӑ пулнине, ни хирӗҫ тӑнине. — Ку сенсаци вӗт! — терӗ вӑл. Жоржетта кулнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, вӑл икӗ хӑма хушӑкне кӗрсе кайрӗ. Ыран мар, тепӗр кунне килетӗп — е пуйса, е вилсе!.. Вара нимӗн те шарламарӑм. — Вӑл халӑх патнелле ура ярса пусрӗ. * * * Апат ӗнерхи пекех тӗлӗнмелле лайӑх пулчӗ, чылаях хаваслӑ иртрӗ. Пӗр урипеле колхозра тӑрать, тепӗр урине ҫӗкленӗ те, суллакалать, халех колхозран тухса каялла, хӑйӗн хуҫалӑхнелле ярса пусма хӑтланать, — терӗ Павло Любишкин Менока, хӗрсе кайсах калаҫса тӑракан колхозниксем — вӑтам хресченсем ҫинелле кӑтартса. Варя ҫеҫ пӳртре пӗччен юлчӗ. Ҫавнашкал ӗҫсемех пулса иртеҫҫӗ ҫурла илнӗ чухне те, анчах кунта хӗрарӑмсем ӗҫе хутшӑннипе ҫеҫ уйрӑмлӑх пур; хӗрарӑмсем ӗҫе хутшӑнса усламҫӑна ҫав тери тарӑхтараҫҫӗ те, лешӗ вара, хӑйсене усӑ тумашкӑнах, хӗнесе те хӑварать. Колумб ҫитнӗ утравсем Инди маррине каярахпа Европӑра часах пӗлнӗ, вӑл тупнӑ ҫӗршыв тем пысӑкӑш ҫӗнӗ материк, унччен Европӑра пӗлмен Америка пулнӑ иккен. Глеб пуп питӗ тӑрӑшса кӗлтурӗ: халӗ вӑл тата та ытларах ырханланса, типсе кайнӑ; унӑн пӑсӑлнӑ сасси, юлашки вӑя пухса тархасланӑ пек, хурлӑхлӑн янӑрать; чахоткӑллӑ рабочисен шурса кайнӑ сӑнӗсем салхулланнӑ, турӑш пек пулса тӑнӑ, хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ ӗсӗклесе макӑраҫҫӗ. Ҫак икӗ тарӑн шӑтӑк — куҫсем пекчӗ; хӗрхенӳсӗр, сивӗ улӑп куҫӗсем: вӗсем пирӗн ҫине ялан пӗр пек тӗттӗм-мӗн, ҫынлӑхран тухнӑ чурасене курса ывӑннӑ пек, вӗсене пӗтӗм ӑс-хакӑлтан ҫиленнӗ пек пӑхатчӗҫ. Вӑт ҫак такана асӑрхаса илтӗм те эпӗ йӗрте… — Стачка пуҫласа яраймастӑн! — терӗ Рыбин, Павел патнелле пырса. Ой, таса кӑмӑллӑ хӗр, мӗн пулать-ши ӗнтӗ? Вӑл каллех хӑйӗн ылттӑнне пайларӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл унӑн ҫуррине тӑпра ҫинех кӑларса тӑкрӗ. Йӗркеллӗ ҫын пулайтӑрччӗ вӑл… Рита кулса ячӗ: юрать капла та, ӗҫлемешкӗн ӑна курткӑпа лайӑхрах пулӗ. Ҫапла туни питӗ вырӑнлӑ, вара ӑнсӑртран пуҫланнӑ тӑвӑл карапшӑн хӑрушӑ мар. Макӑрать. «Тур сыхлатӑрах та-ха, старик вилсен хуторта унсӑр питӗ кичем пулать вӗт!» — шухӑшларӗ вӑл, крыльца картлашкисем тӑрӑх хӑпарнӑ май. — Этем! — ҫемҫен каланӑ Маякин, хӑна кил залне кӗрсе, инҫетри кӗтеселле утнӑ май. Пӗр ҫурт патӗнче Пӑван ҫул урлӑ васкаса каҫрӗ те решетке ҫумӗнче выртакан хура купа тӗлне пӗшкӗнчӗ. Мӗншӗн тесен айӑпланӑ ҫыннӑн тусӗсем хӑйсене вӑрттӑн пырса вӗлересрен хӑраҫҫӗ, — чӑнах та ҫапла пулать. Эпӗ халӗ пристаньрен чылай анатра ӗнтӗ. — Текирен. — Чӗнӗр Михаил Квакина, — приказ пачӗ Гейка, ҫӳлтен пуҫне ҫеҫ кӑтартса тӑракан пӗчӗк ачана. Унтан вӑл сквайрпа капитан еннелле ҫаврӑнчӗ. Ачасем хӑйсен сехри хӑпнине, хурлӑх курнине пӗр самантрах манса кайрӗҫ. Вӗсен хушшинче ҫирӗп те тӳрӗ кӑмӑллӑ пӗр ҫын палӑрса тӑнӑ. Сӑмахне вӑл вӗсен кӑмӑлне ҫӗклеме, вӗсене уҫӑлтарма каламан, — вӑл вӗсем чунпа унсӑрӑнах тӗреклине пӗлнӗ — унӑн хӑй мӗн шутланине ҫеҫ каласси килнӗ. — Мӗнле вӗренме? Ним сас-чӳсӗр кӗтрӗ. Вӑл, Андрей Разметнов пекех, ҫӗрӗпе ҫывӑрман, ҫутӑласпа янравлах мар пӑшал сассине илтнӗ. Халех. Эпӗ пӗр витре эрех туянтӑм, салтаксем ӳсӗрӗлсен, эпӗ атта, кивӗ шинеле тӑхӑнтӑм та хуллен алӑкран тухрӑм. — Те ҫырмалла ӗнтӗ Мери Джейн патне, те ҫук? Анчах эпӗ ҫакна йышӑнма тивӗҫ: хам йӑваш та ырӑ пулни ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхманни мана кӑмӑлсӑрлатрӗ. Мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши санпа, эсӗ ҫак хӑв та шанман усал ҫынпа куҫа-куҫӑн юлнӑ пулсан? — Чӑнах-и? — сасартӑк ыйтрӗ те Павел хуллен кӑна пуҫне усрӗ. Анчах вӑл хӑех пилӗкне авӑнтарать те пуҫне Соломон кӑкӑрӗ ҫине хурать. — Ха, хӑй ҫӑкӑр тӗшӗрет, хӑй тата макӑрса ларать. — Акӑ, вут тӗрте е урӑх мӗнле те пулин сӑтӑр тӑвӗ, — тенӗ виҫҫӗмӗшӗсем. Ҫиес килет-и? Полли мӑнаккӑшӗ вӑтанса пӗтӗмпех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, салхуллӑн Том ҫине пӑхса пуҫне сулласа илчӗ. (Вӑл чарӑнчӗ те йӑл кулса старикпе Оленин ҫине пӑхса илчӗ.) Вӑл вӑкӑр мӑйӗ пекех хулӑн мӑйлӑ, пысӑк янахлӑ, мундир ҫине темӗн чухлӗ орденсем ҫакса тултарнӑ господин патне темӗскер каласа чупса кайрӗ, вара «хамӑрӑн телейсӗр тӑван ҫӗршывӑмӑр» тесе хурланса калакан сӑмахсемпе «charmant» тата «mon prince» тесе кӑшкӑрнисем часах инҫетре ҫухалчӗҫ. Ежов йӗрсе янӑ, хӗрарӑм пек ӗсӗкленӗ. Вӑл амӑшӗпе юнашар тӑчӗ, анчах ун ҫине пӑхмарӗ, офицер мӗн те пулин ыйтсан вара, вӑл, васкавлӑн пуҫ тайса, пӗр манерлӗн хирӗҫ тавӑрса тӑчӗ: — Пӗлместӗп, ваше благороди! Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн старик хӑйне хӑй пӳлсе, пӗр-икӗ хут тарӑн сывласа илчӗ, чӗнмесӗр тӑчӗ, — вара каллех юрлассин классикла ӗмӗрӗ ҫинчен, чаплӑ тенор Гарсиа ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, — ӑна вӑл калама ҫук хисепленӗ пулнӑ. Вӗсене шкул умӗнчех касса тураса тӑкнӑ. Эпӗ вара, тӗлӗрсе каяс мар тесе, тӗрлӗрен кирлӗ-кирлӗмарсем шутласа кӑларатӑп. Вӗсем пирӗн ҫав тери вӑрӑм вӑхӑта та кӗскетеҫҫӗ, анчах та вӗсенчен нимӗн усси те ҫук. Каҫхине, корзинка ҫинче ларнӑ май, шухӑша кайнӑ, хӑй ним тӗшне тӑми ҫын пулса кайнине ӑнкарса илнӗ. Хӑш-пӗр ҫамрӑк чурасем, вӑйлӑ ҫынсемех, ним чир паллисӗрех вилсе выртаҫҫӗ. Вӑл масон, чӑнах та масон, ахальтен ҫеҫ ун пек те кун пек хӑтланать, вӑл масон иккенне эпӗ часах асӑрхарӑм: вӑл кама та пулин алӑ тытас пулсан, икӗ пӳрнине ҫеҫ парать. — И, матушка! — тенӗ Иван Игнатьич. Пӳлӗмре шӑпах, ҫуртра та ӗҫлӗ кун тӗркӗшӗвӗ пуҫланман-ха. — Кун ҫинчен ӗҫре ӗненӗн эсӗ, Израэль, — терӗ Сильвер. Нимӗҫсем подкреплени яраҫҫӗ текен хыпара илтсен, Альтмансем Горевӑна чей ӗҫме чӗнмеҫҫӗ е чӗнсен те, савӑнӑҫлӑн лӑплантараҫҫӗ: — Темӗн пулса тухас пулсан, мадам, эсир пирӗнпе питӗ лайӑх пулнӑ, тейӗпӗр. Ҫапла-и? Эпӗ хама хам ҫапла калатӑп: ман евӗрлӗ ҫын пӑртак та пулин хӑй ҫӑлӑнассине шансан, вӑл ӑсран тайӑлнине пӗлтерӗччӗ, ҫавӑнпа ӗмӗте пӗтӗмпех ҫухатсан авантарах пулӗ!» тетӗп. Экипажсене ҫӗрпӳртсенче ҫывӑрма, ҫӗрле хывӑнса выртма та ирӗк пачӗҫ. Ҫав вӑкӑрсем мана атте-аннерен юлман, эсӗ вӗсене хам туяннӑ, хам ӗнсепе. Ҫапла малалла кайрӑмӑр ӗнтӗ эпир, ӑна эпӗ ӗмӗрне те манас ҫук: эпир йӗркеллӗ, урасене пӗр пек улӑштарса, пурте пӗр вӑхӑтрах малалла талпӑнса, кӑкӑрсемпе лямка ҫинелле уртӑнса, хӑрах алӑпа кимӗ хӗрринчен тытса, утатпӑр. — Эсир килнӗшӗн эпӗ ҫав тери, ҫав тери хавас, комиссар юлташ, — терӗ Озеров. Эппин, эпир ҫак хушӑра пӗтӗмпех тӑрӑ ухмахсем пекех ӗҫлерӗмӗр пулать. Натанаил Ганко кофейнине кӗрсе пӑхрӗ, унта та Огнянова тупаймарӗ. Халь пурте Паганельпе килӗшрӗҫ. Темӗнччен кӑшкӑрнӑ «ура» сасӑпа алӑ супнӑ сасӑсем ученӑйӑн юлашки сӑмахӗсене хупласа лартрӗҫ. Эсӗ нимӗн те тӑваяс ҫук! — тенӗ вӑл тарӑхса. Тутлӑ, тутлӑ паллашма, Сарӑ хӗрӗм, санпала; Джеральд хӑй тухса каяс вӑхӑта улӑштарни ӑраснах шикленмелле пек туйӑннӑ. Санӑн ӗҫӳ — турӑсем ҫинчен калаҫасси. — Ҫапах та эсӗ пит килӗшӳсӗр ятлаҫатӑн, — терӗ тата вӑл, эпӗ ӑна хуллен каласа пӗлтертӗм: — Ура ҫине тӑрсан — сирӗн патӑртан каятӑп… — терӗм. — Кутить тӑвас килмест… йӑлӑхтарчӗ. Юланучӗн пуҫӗ ҫук! — Ухмах йытӑ, кулатӑн эсӗ, — кӳренчӗ Петька. — Ҫук, тӳр килмерӗ. Ҫак асар-писер ҫил пек сиктерсе пыни вӗсене пӗтӗмпех ҫывӑхлатса, туслаштарса ячӗ пулас. — Мӗне кирлӗ вӑл? О, Хӗвел, эсӗ те Тӗнчене Тӑвакан, Синопӑна хӗрхенӗр! — Ку хушни мар: эпӗ хама пӗр ӗҫ туса пама ыйтатӑп. Ҫавӑнпа ку ҫыран хӗррине тӗплӗрех йӗрлесе тишкерме шутланинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Инспектор ҫапла каларӗ те полицейски килӗшмесӗр пуҫне сулларӗ. Кунта та ӑна юратни, вӑл килсе ҫитнӗшӗн хӗпӗртени курӑнчӗ. Ман хӑранӑ лаша тӳрех ун айнелле кӗрсе кайрӗ. Ну, юрать: ухмаха эсир ҫав питӗ-питӗ тӗлӗнмелле, пулма пултарайман юратӑва пула тухатӑр, Диц поручик вара вӑйлӑран вӑйлӑ аталанакан шалкӑмпа та йӗрӗнӗҫ чирсем пуснипелен ухмахланать. Ҫамрӑк чухнехи мар ҫав, вунӑ-вуникӗ сехет ӗҫе те хӑш чух аран тӳссе тухатӑн, ҫапла шухӑшлатӑн та, пӑртак пушанас тесе, ӗҫсене пӑхса тухма тытӑнатӑн, анчах ӗҫӗ тупӑнсах пырать. — Вӑл пирӗн партин ялавне никамран малтан уҫҫӑн ҫӗкленӗ! — тесе хучӗ те ҫамрӑк йӗкӗт мӑнкӑмӑллӑн, унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ амӑшӗн чӗринче те ҫавӑн пекех хускалса илчӗ. — Вӑлах-ҫке, вӑл! — пӑшӑлтатса каларӗ Марийка. Динго пӗтӗм экипажӑн юратмӑшӗ пулса тӑчӗ. «Эпӗ ӗнтӗ, мӗскӗн, Крыма тата Туречинӑна каяс тенӗччӗ, ҫавӑнта кайса ҫапӑҫнипе ылтӑн пухасшӑнччӗ те сан патна пурлӑхпа килсе кӗресшӗнччӗ, чиперккем! Хӗлле валли манӑн «вырӑн» шырамалла пулчӗ, эпӗ ӑна Василий Семеновӑн клентӗр пӗҫерекен пекарнинче тупрӑм. «Аван, мур илесшӗ!» терӗ хӑйне майор, пӳрнисемпе шаклаттарса илсе. Эпӗ, мистер Эрроу тӳрӗ ҫын пулнине шанатӑп. Чылай матроссем те тӳрӗ ҫынсем. Тен вӗсем, пурте тӳрӗ ҫынсем пулӗ. — Мӗскершӗн калать вӑл кӑна? — шухӑшланӑ Фома. Рада, сылтӑм аллипе ҫурта тытса, сулахайӗпе михӗ ҫыххине салтма тытӑнчӗ, кантрине туртса илсе ҫуртипе ҫав михӗри тара тивертсе ярасшӑн пулчӗ. Миххине вӑл часах салтса уҫрӗ. Хайсен ҫурчӗ патӗнчен иртнӗ чух вӑл хӑй халь кӑна тухнӑ алӑк, шурӑ стена питтинче хура тӑваткӗтеслӗх пек карӑлнӑскер, ҫаплах уҫӑ тӑнине курать. Воропаев ним те чӗнмерӗ. — Нагульнов чышкипе стенана тӳнлеттерсе шаккарӗ те Давыдов патне пырса тӑчӗ. Огнянов тӗлӗнсе ирӗксӗрех ахлатса илчӗ, чӳрече патнерех тӑрса, ик пӳрнине ҫӑварне чиксе, шик шӑхӑрса ячӗ. Аркадий куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ. Ман патӑма чи пӗчӗк жалоба ҫитсен те, — эсир кама та пулин усал сӑмах каласа кӳрентерни ҫинчен… хальхи пекскер ҫинчен ҫеҫ пулсан та, — сире тивӗҫлипе айӑплама татӑклӑ мера йышӑнатӑп, — терӗ. Хыпарҫӑ ҫав вӑхӑтра вунтӑхӑр ҫын ятне асӑнчӗ те малалла вуларӗ: — «…Кунта асӑннӑ ҫынсене, кирек ӑҫта тытсан та, тытнӑ ҫын чӑнах та вӑл пулнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах асаплантарса вӗлермелле…» Унта тем пулса иртет: тахӑшӗ наступлени тӑвать, тахӑшӗ, хаяррӑн сыхланса, тупӑсенчен перет. — Пӗтӗм оркестр пӗр харӑссӑн выляма пуҫланӑ пек, — терӗ Санин кӑшт йӑл кулса. Кунта чӑрмантарса ан ҫӳре, ахаллӗн эпӗ сана хытӑ лектерме пултаратӑп! Лутӑрканса, таптанса пӗтнӗ вӑрманта кӑвак шинеллӗ ҫынсем пит йышлӑ иккен. Огнянов чарӑнса тӑчӗ. — Аван, — тенӗ вӑл сиввӗн. Ах, ҫакна эпӗ мӗнле асаппа кӗтсе тӑтӑм-ши! Эпӗ ӑна — ӗнерхи кун пулнӑ пекех — вӑл мӗн тери йывӑррӑн утса пирӗн трактир алӑкӗ патне сӗтӗрӗнсе ҫитнине, унӑн арчине хӑйӗн хыҫҫӑн тачкӑпа туртса пынине астӑватӑп. Вӑл шӑнкӑртатса юхакан шыв сасси пулнӑ. Телее (Бенедикт пичче ҫакна пӗлмерӗ пулсан та), Бат ҫак икӗ хаклӑ прибора каннӑ вырӑнта ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнче тупрӗ, анчах Дик Сэнд хушнипе пытарса хучӗ. — Вӑл Кораблев патне каятчӗ. Площадьре, колхоз правленийӗн ҫурчӗ умӗнче, темиҫе ватӑ хурӑн ларать. Хупписем кӑтрашкаллӑ вӗсен, тымар патнерехре ҫуркаланса пӗтнӗ; вӑрӑм та лӑпсӑркка турачӗсем, ҫӳлтен шыв пӗрхӗнсе аннӑ пек, ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑраҫҫӗ. Стенасем ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ, пур яруссем витӗр тухса киль патнех ҫитекен мачтӑсен аялти пайӗсем хуҫӑла-хуҫӑла та анчӗҫ ӗнтӗ. — Мӗн? — тесе кӑшкӑрса ячӗ географ. Вӑл ҫурӑмне авса темӗн пысӑкӑш ыйту палли пекех пулса тӑчӗ. Казбич йӑпшӑнса пынӑ та ун патне, кап! ярса тытнӑ, ҫавӑнтах унӑн ҫӑварне хупласа, йывӑҫ тӗми хушшине сӗтӗрсе кӗнӗ, унтан лаши ҫине утланнӑ та вӗҫтере панӑ! Стени ҫара, тӗксӗм пӳлӗмре ытлашши япала ҫук, пӗртен пӗр улӑм тӳшек сарнӑ кравать те шыв тыткаламалли кӑкшӑм пур. — Апла та тӗрӗс, — килӗшрӗ Спиридончо, — Цанко лаши яла таврӑнчӗ пулӗ ӗнтӗ, халиччен унта пӑтӑрмах пуҫланнах. — Эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, — терӗ малалла Марат. Мӗнле пек, Марья Кириловна, чӑн та ҫав романри пек геройпа ҫывӑхрах паллашсан, интереснӑ пулмалла… — Спаҫипӑ сана, Петӗр! Суда парӑр ӑна! Амӑшӗ яракан ҫырусем пурте пӗр пекрех пулнӑ, вӗсем ҫакӑнпа ҫеҫ уйрӑлса тӑнӑ: пӗринче амӑшӗ, хӑй турра ӗненмест пулин те, пӗр кӳршӗ карчӑкне уншӑн турра кӗл тума ыйтни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Алёшӑн таҫта кӑнтӑр енче ҫапӑҫакан, анчах нумайранпа ҫыру ҫырман пиччӗшӗсем пирки пӑшӑрханнӑ; юлашки ҫырӑвӗнче вара хӑй курнӑ тӗлӗк ҫинчен пӗлтернӗ: ҫуркунне, Атӑл сарӑлнӑ вӑхӑтра, унӑн ывӑлӗсем пурте киле таврӑннӑ пек, вӗсене вӑл ҫемьери чи юратнӑ кукӑльпе хӑналанӑ пек курни ҫинчен ҫырнӑ. Сасартӑк вӗсем Бенедикт пичче ку таранччен те таврӑнманнине асӑрхарӗҫ. — Мӗн тӑватӑн эсӗ? Хӑй вӑл никамран та ыйтмастчӗ, килте туса килме парса ямастчӗ. Дуельсем пирӗн полкра кашни минутрах пулатчӗҫ: вӗсенче эпӗ е свидетель, е ҫапӑҫаканӗ пулнӑ. Ҫапла пулин те Джон тепӗр енне ӑнӑҫлӑнах каҫма шанать. Кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫулҫӳревҫӗсем сулӑ ҫине икӗ кунлӑх апат тиерӗҫ, юлашки юлнисене тата фургонпа палаткӑна та шывӑн ку еннех хӑварчӗҫ. Мюльреди чылаях самайланса ҫитрӗ, ӑна носилкӑпа йӑтса кайсан та унӑн сывлӑхӗшӗн сиен пулассинчен хӑрасси ҫук. Вӑл хӑвӑрт тӳрленсе пырать. Алӑка яриех уҫса, Разметнов сӗтел патне кайса тӑчӗ. Пушар пулнӑ ҫӗре Кӑтра Яша та пынӑ. Кӑна эпӗр айӑп туса та, хурласа та каламастпӑр, ҫапах та, пӗр авалхи комментатор калашле, Nota nostra manet. Мӗн кирлӗ пире? Вӑл, пӗр-пӗр ӗҫ туса парса ҫынсене пулӑшма пултарнӑ пулсан, кӑмӑлтанах пулӑшӗччӗ. Корытов арӑмӗ — мӑнтӑркка та пӗчӗк хӗрарӑм пырса тӑчӗ, вӑл тавӑрса хунӑ хӗрӗллӗ пӗчӗк шлепке тӑхӑннӑ, шлепки ҫинче вара темшӗн кӑтра хура тӗк капӑрланса тӑрать. Эпӗ акӑ сана ӑслӑ та ӑнланакан чӗре паратӑп, пӗлсе тӑр, сан пекки эс ҫураличчен нихӑҫан пулман, санашкалли сан хыҫҫӑн та нихӑҫан пулаймӗ». Тин ҫеҫ асӑрхарӗ вӑл: халӗ кӑна паллашнӑ юлташӑн сӑн-питӗнче темӗнле ӑнланмалла мар япала пур… Юханшыв хӗрринче кӑнтӑр еннелле тата хӗвелтухӑҫ еннелле плантацисем ҫумӗнчи ҫуртсем сапаланса лараҫҫӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ансат та халерех кӑна тунӑскерсем, теприсем хитререх стиллӗскерсем тата чылаях ӗнтӗ ларнӑскерсем пулмалла. Вӑл алӑк ҫав тери хулӑн пулнипе ӑна таранпа кӑна мар, тен, тупӑпа персе те ватма май пулман. Акӑ пусма тӑрӑх хӑпарнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, анчах ку Фока мар! «Чӑнах, пурнӑҫӗ пирӗн йытӑ пурнӑҫӗнчен те усалтарах», — теттӗмӗр. — Чарӑнӑр-ха! — терӗ амӑшӗ. Хам тахҫан эскадрон командирӗ пулни ҫинчен калакан хута упраса хӑвартӑм, лайӑх ҫынсем тупӑнчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ чӗрех юлтӑм. — Мӑнаҫлӑскер, — хуллен каларӗ Квакин. — йӗресси килет хӑйӗн, анчах чӗнмест. Андрей ҫав самантрах чухласа илчӗ: нимӗҫ ӑна асӑрхаман иккен, хӑй ӑҫталла пенине хӑй те пӗлмесӗр перет-мӗн, ҫав секундрах вара, хӑвӑрт сиксе илсе, вӑл ӑна винтовка приклачӗпе туртса ҫапрӗ. Эпӗ ӑна уҫнӑччӗ ҫеҫ, Наталья Николаевна манран ҫыру пирки ыйтрӗ те, ярса ӗлкӗреймен пулсан, ҫунтарма хушрӗ. Мӗн тума кирлӗ ҫак илем, шанчӑка ҫапла туйса тӑни, мӗне кирлӗ ҫирӗп хӳтлӗх пуррине, улшӑнми хӳтлӗхе, вилӗмсӗрлӗхе ӗненнипе лӑпланни? Картишӗнче, ура айӗнче, хӑйӑр чаштӑртатрӗ. — Эсир итлӗр, этем ӳпкелешнинче яланах ӑс-хакӑл нумай… — Мӗнле уйрӑлам-ха эпӗ санран, Артур! Анчах мӑн ҫул ҫинче лаша чӗрнисем ҫавраҫил пек ҫавӑрттарса ҫӗкленӗ тусан мӑкӑрланмасть, сапаланса кайса ыткӑнса пыракан юланутлӑ ҫынсем вӗҫтерсе килни те курӑнмасть. Эпӗ вӑл вӑранасса кӗтсе лартӑм,. Аллипе кӑтартни хушнӑ пекех пулчӗ, ҫавӑнпа ирӗксӗрех пурте ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Кӗҫӗн Аким пирус ҫавӑрчӗ те, итлеме хатӗрленсе, тенкел ҫине пырса ларчӗ, Аким мучи те какӑра-какӑра сӑхсӑхса, Найденов сӑмаххисене тимлӗн итлеме хатӗрленчӗ. Эпӗ унпа пӗрле Попова патӗнче гимназире вӗреннӗ, анчах кайран эпир хирӗҫсе кайрӑмӑр… — Тата вӑл мустангерпа килӗштермен пирки те ун сӑмахӗсене ӗненес килмест. — Эпӗ мӗн те пулин калатӑп-им? — терӗ амӑшӗ тепӗр хут. Пирӗн офицерсен ҫитмӗл пилӗк проценчӗ сифилиспа чирлӗ. Пӗрне саваласа, шлифовать туса якатнӑ, полици будки пек, хура-шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ. Джон Мангльс пӳлӗмре пысӑк утӑмсемпе виҫсе ҫӳрет. — Хамӑрӑн вигвама лартсанах пирӗн пата хӑнана пырӑр, — тенӗ вӗсем хӑйсен тантӑшӗсене. Ачасем пурте хӑнана пыма пулнӑ. — Ачам, — тенӗ Синопӑн амӑшӗ, — лагерьте ачасем питӗ нумай — темиҫе ҫӗр ача. Вӗсем вигвама шанӑҫма пултараймаҫҫӗ. — Ҫапла. — Ай, ҫук! Ку вырӑсран тухнӑ ҫын пулни пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. — Ку вилтӑприне пӑхакансем пур, — терӗ вӑл. Антон Пафнутьич вилнӗ пекех хытса кайрӗ. — Аванах пӗлместӗп. Ҫав урӑххи мар пулсан, мӗн пулса иртни, тен, пулмастчӗ те пуль; анчах унӑн сӑн-питӗнче юратма тата хӑй ерӗшкипе пӗрле телей курма чӑрмантарнишӗн кӑмӑлсӑрланни, кӳренни сисӗнчӗ — сисӗнмерӗ пулсан та, чи малтанхи самантра мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Ҫак тӳремрех ҫыран хӗрринче, юлашки хумсенчен ҫӗр чалӑш маларах, темӗн пысӑкӑш чул стенасем пуҫланса, темӗн ҫӳллӗшех улӑхса каяҫҫӗ. «Британипе» крушени пулни ҫинчен, Грант капитан тыткӑнри ҫинчен унта хурапа шурӑ ҫинех ҫырса панӑ. Халӗ те Фоман кӑкӑрӗ йӗпе тӑнӑ — вӑл Пӑлаки куҫҫулӗ пулнӑ, ҫав куҫҫуле пула, унӑн чӗри салхуллӑ шиклӗхпе тулса тӑнӑ, ӑна йывӑр та, сивӗ те пулнӑ. Негрсем пӗр канми ӗҫлерӗҫ. Кунта тӗрлӗрен лайӑх мар япаласем пулма пултараҫҫӗ. Ан сӳпӗлтет. Ӑҫта? «Пӗлетӗп эпӗ ун пеккисене, нимӗн те ҫук! Кирлӗ-и, Вакрамадитӑн тӗлӗнтермӗшӗсем ҫинчен каласа паратӑп эпӗ сана? Столовӑйпе ӗҫ тухмӗ, анчах кам вӗсене апат пӗҫерсе-парӗ-ха, тата ҫав столовӑйӗ те таҫта тинӗс хӗрринче пулӗ-ха? Ҫапла майпа карап хуҫисем укҫа-тенкӗ перекетлеҫҫӗ, хӑйсен промысларан илекен тупӑшне ӳстереҫҫӗ. Старик хӑвӑрт хыҫалалла ҫаврӑнчӗ. Алӑк умӗнче, унӑн ҫӑрине хӑрах аллипе тытса, шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӗлӗкпе ряса тӑхӑннӑ ҫамрӑк манах-послушник тӑрать. Эпӗ ӑна кирек ӑҫтан та палласа илнӗ пулӑттӑм. Вӑл карап ҫинчен хӑй патне пӗшкӗннӗ икӗ пиратпа калаҫать. Пӗр пирачӗн пуҫӗ ҫинче хӗрлӗ калпак. Ку нумаях та пулмасть хӳме урлӑ каҫакан киревсӗр ҫын пулнӑ мӗн. Корчагинӑн сасси тикӗс тухрӗ, анчах хӑй пӑлханнине вӑл ҫапах та пытараймарӗ. 1828-мӗш ҫулта, кӗркунне, Иван Петрович шӑнса сивӗ тытнипе чирлерӗ, сивӗ тытни тар чирне куҫрӗ; вара вӑл, ӑна сыватас тӗлӗшпе пирӗн уесри тем тӗрлӗ ӑста, пуринчен ытла шӗпӗн йышши тымарланнӑ чирсенчен сыватма пултаракан лекарь тӑрӑшрӗ пулсан та, вилчӗ. Ҫав тӑватӑ тенкӗ ҫурӑ укҫана пасарта витӗнкӗҫ йӑтса ҫӳренӗ хушӑрах ҫисе ятӑмӑр. Давыдов койка ҫинчен сиксе тӑчӗ, пиншакне уртса ячӗ. Антон Прокофьевич хӑйӗн туркӑ енчӗкне мӗнле те пулин улӑштарасси ҫинчен калаҫсан вӑл ӑна хирӗҫ сӑмах хушмасӑр лӑпкӑн чӑтса тӑнине каланипе те ҫитӗ. Тинех астуса илчӗ вара вӑл: ӗнер — каннӑ чух — Хмелько лейтенантпа иккӗш шпорсене улӑштарнӑччӗ. — Ҫапах та… Паспорт туп та — ҫӳре ялсем тӑрӑх. Эсӗ хастар улмуҫҫи. — Ҫапла, вӑл хӑвӑрт та кӑштах ҫиллесрех каять пуҫа, — асӑрхаттарчӗ Широкогоров. Эпӗ канат каллех пушаннине туйса, пӗрре вӑйпа сӗртӗм те, юлашки сӗвемсене касса татрӑм. Анчах ав ҫавӑнта, ишӗлнӗ ҫӗрте, шурӑ тӗс куратӑн-и? Анчах ҫапах та Кондрат ҫӗрлесенче ҫывӑраймасӑр аптӑрать… — Турга кайӑр, — терӗ хресчен. Вилейменнисем чӑтма ҫук авкаланчӗҫ, шыв ҫӑтса антӑхса кайрӗҫ. — Ан суй, фендртик! — терӗ Беок-Агамалоов. Лашине вӑл шенкельсемпе тӗрттерчӗ те подпрапорщик ҫине кӗрсе кайма хӑтланнӑ пек турӗ. — Ку вӑл — ытарма ҫук япала, ӗненӗр, — сире ку питӗ те кирлӗ! Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ытла та хытӑ ыратнӑран, шывра урасемпе тапкаланатӑп, вӑлта хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе пыратӑп, ҫав хушӑрах мучи шыва ман ая ӑскӑчӑ чиксе янине те туятӑп… Питӗ те капӑр пӳлӗмре шухӑша кайса Мински ларнӑ. Тарма шухӑшланӑ умӗн ҫырнӑ ҫырӑвӗсене вӑл ҫунтарса янӑ пулнӑ; унӑн горничнӑйӗ, улпутсем ҫилленесрен шикленсе, никама нимӗн шарламан. — Эсӗ, Макарушка, лериги ҫыннисене ан тӗкӗн: ҫылӑх! — хӑюсӑр хушса хучӗ Ҫӑрттан мучи, ку таранччен ним чӗнмесӗр шӑпӑрт ларнӑскер. — Георгий каять ӗнтӗ. Хӑйне лайӑхрах пӑхчӑр тесен, ҫын йӗркеллӗ пулма тивӗҫ. Аллинче унӑн пӗр ҫӑкӑр. Вӑл шарик ӑҫта чарӑнса тӑнине асӑрхарӗ, вара унта шырама пуҫларӗ, анчах кунта та нимӗн тухмарӗ. — Ара, эпӗ хам мӗнлескеррине кур-ха. Панкратов, именнӗ пек пулса, кулса илчӗ. Аптӑрамалла! Хулана-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ амӑшӗ. Пӗтӗм хула савӑннӑ. Енчен хамӑр Н-ра пурӑннине сехетрен сехете, кунран-куна мӗнле ирттернине каласа пырсан пӗр евӗрлех картина пулнӑ пулӗччӗ. — Ун пирки ан пӑшӑрханӑр! Хам тухса каяс умӗн Ч. мана Главсевморпуть начальникӗпе калаҫрӑм тесе телефонпа пӗлтерчӗ, вӑл хӑех ман докладлӑ ҫырӑва та вуласа панӑ иккен. — Шпынь юлташа пӗлтерӗр: вӑл паян каҫхине ман пата правление кӗтӗр, унччен мӗн юсамаллине, мӗн чухлӗ укҫа кирлӗ пулассине шутласа хутӑр. — Ай! Ман курас килет вӗсене! — кӑшкӑрсах ячӗ Джек. Ҫапла ерипенех пӗлӗтлӗ те тӗттӗм каҫ ҫитсе пынӑ. — Вӑл унта пулнӑ-и вара? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Мана-и? — хӑрӑлтатса ыйтрӗ вӑл. — Эпӗ пӗлетӗп вӗсене! — терӗ амӑшӗ савӑнӑҫлӑн. — Чӑнах та вырӑнсӑр шӳт туни пулать ку! — тесе килӗшрӗ майор, — анчах апла пулин те акӑлчансем ӑна пурне те пӗлмеҫҫӗ. — Ларӑр, — тенӗ Фома. Икӗ йӗрне те вӗҫне ҫитичченех тӗпчесе, ҫухалнӑ икӗ ҫынне те — е чӗрӗ, е вилӗ — шыраса тупмаллах пулнӑ. Трам-та-та-там! — Ай, туршӑн та, Том мистер! Скотинин: Митрофан мана хунӑ. Тата ҫакна ыйтасшӑн эпӗ: вӑл урман-и? Иккӗмӗш листӑн тепӗр енӗ ҫакӑнпа вӗҫленет. Санӑн та пулин аннӳне хӗрхенесчӗ, э? «Мӗн калать вӑл? — шухӑшларӗ Ромашов, — Акӑ кулса илчӗ. — Мӗншӗн тесен Дольре ҫапӑҫу пырать. — Больницӑна-и? — Сволочь! — терӗ Олейник та хуллен. Пире, калӑпӑр, пурпӗрех, анчах Любочкӑн часах ҫынсем хушшине тухса ҫӳремелле-ҫке. Ҫавнашкал амаҫурипе ҫӳрессинче лайӑххи мӗн пур, вӑл французла та япӑх калаҫать, хӗре ырра мӗн вӗрентейтӗр вӑл. Пуассардка ҫеҫ вӑл, урӑх нимӗн те мар; калӑпӑр, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫапах та пуассардка, — вӗҫлерӗ шухӑшне Володя, вӑл «пуассардка» тесе ятланипе питӗ кӑмӑллӑ юлчӗ пулас. — Нимле канӑҫ ҫук вӗт-ха унпа! Вӑл вагон чӳречинчен телеграф юписем вӗлтлете-вӗлтлете юлнисене пӑхса пычӗ. Ҫакӑ карчӑка пите хӑратрӗ. Тата асту, оҫмуххашӑн вӑтӑр пусран ытла ан пар, атту вӑл, вӑпӑр карчӑк, илме хатӗр… Пӗчӗк пӳрт мӑрйисенчен тӗтӗм ҫӗкленет. Ҫав тӗтӗм, тӗтрепе хутшӑнса кайса, станица ҫийӗнче явӑнать. Кухняна кӗрсен вӑл тӳрех ҫутнӑ ҫуртана курчӗ те, эпӗ мӗн тунӑ тесе, манран тӗпчеме тапратрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн прокурор тӑчӗ те ҫапла каларӗ:— Шанчӑклӑ свидетельсем тупа тусах ҫак факта палӑртса хучӗҫ: ҫав питех те хӑрушӑ ирсӗр ӗҫе урӑх никам та мар, ҫак айӑпланакансен сакӗ ҫинче ларакан мӗскӗн ҫынах тунӑ. — Вӑл хӑйне ҫамкинчен ҫупса илчӗ. Хыттӑн малалла кайса, вӑл унталла тӗллесе пӑхса пынӑ. Вара ҫавӑнтах, асаилӳ кӗтмен ҫӗртенех хӗтӗртнипе, тытса чармалла мар хастарлӑхпа ахӑрса ячӗ вӑл сасартӑк. — Ҫитет ӗнтӗ, ҫитет. Кӗрт мана! — Ну, сана! Кам та пулин курсан! — терӗ Устенька. Кун пек асар-писер ҫилпе ӑна Кӑнтӑр Америкӑн мӗнле те пулин портне ҫитме нумайран та вунӑ кун ҫеҫ кирлӗ пулать. — Турт ӑна сӑххисенчен, турт! Австрин питӗ аван профильлӗ ансӑр ҫулӗсем вӑкӑрсемпе лашасен юхӑмне шӑнӑҫтараймаҫҫӗ, ҫав мӗнпур юхӑм ҫул юпписенче е вӑхӑтлӑха тунӑ кӗперсем умӗнче нумайлӑхах капланса ларать те пӗтӗрӗнме тытӑнать, вара ҫав гигантла капланчӑк ҫине нимӗҫ летчикӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр бомбӑсем тӑкаҫҫӗ. — Пӗтӗмпех суя ку! Тиркесе тӑкма — пуринчен те ҫӑмӑлтарах, ун хыҫҫӑн ан кайӑр эсир. Поляксен авалхи монастырӗн картишне хӗрлисен батарейӗ вырнаҫнӑ. Монастырь ял варринчи ҫӳллӗ сӑрт ҫинче ларать. Ирхине ирех Екатерина Михайловна Корчагина вӑратрӗ. Ҫакӑ карапа пит пулӑшать — ҫӳлте йывӑр япаласем мӗн чухлӗ сахалрах, вӑйлӑ силленине вӑл ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах чӑтса ирттерет. Кашнин сӑн-сӑпатӗнчех хумханни, темӗнле хӑрушлӑх килсе тухасси палӑрчӗ. Эпӗ ӑна хамӑр докторсем ҫинчен, вӗсем ҫынсене тӗрлӗ чирсенчен мӗнле сыватни ҫинчен, вӗсем укҫа хапсӑнса ҫынсене пур майсемпе те улталанисем ҫинчен каласа патӑм. — Гипюр. Анчах каялла чакма юраман ӗнтӗ. Вӑл час-часах пуҫне ҫӗклесе пӑхма хӑтланать, унӑн Умрихин ҫине, лашисене пӗрмай тилхепипе турткаласа пыракан Умрихин ҫине пӑхса илес килет, повозка ҫинче, хыҫалта, чӗнмесӗр ларса пыракан Матвей Юргина та курас килет, ҫавӑнпа вӑл чавсаланса кӑшт ҫӗкленсе те илет. Вӑл ман кӑмӑла хуҫрӗ, кӑмӑла хуҫнинчен те ытларах мана асаплантарса илчӗ, — старике ӑнланса илесси хама пурӑнӑҫра кирлӗ япаларан та хаклӑрах тӑрать. Йышӑнас пулать: ҫакнашкал пулса иртекен ӗҫпе ермешсе кайнипе, эпӗ хам часовой пулнӑ обязанностьне те манса кайнӑ. Эпӗ хамӑн хӗвелтухӑҫ енчи бойница патӗнчи поста пӑрахса хӑварса, капитан хыҫне пырса тӑтӑм, вӑл алӑк урати ҫинче, чавсипе чӗркуҫҫи ҫине таянса, пуҫне аллисемпе тытса ларать, ҫӑл шывӗ вӗресе тӑракан, хӑйӑр пӗрчисем ташлакан кивелнӗ тимӗр хуранӗ ҫине пӑхса тӑрать. Эсир пӗчӗк ача чухне эпӗ ватӑ ҫын пулнӑ; эпӗ сирӗн сӑмсӑра шӑлнӑ, халӗ те шӑлатӑп. Ҫавӑн хыҫҫӑн йышӑн вӗсене хисеплӗ киле! — Кама? Эх, енчен эпӗ живописец пулнӑ пулсан, ҫак ҫӗрӗн илемлӗхне тӗлӗнмелле лайӑх сӑрласа кӑтартнӑ пулӑттӑм! Ку вӑл питӗ вӑрӑм истори, анчах та эпӗ сире ӑна пурпӗрех каласа парас тетӗп. Катя та вара хӑйӗн тусне ҫырать, вӑл та тӗлӗк курнӑ имӗш, вӑл та пӗр-пӗр япала ҫухатнӑ иккен те, анчах сумка мар, пӗр-пӗр хӑю-и унта, ҫакса ямалли-и, Шурка Голубенцов — «астӑватӑн-и, эп ун ҫинчен ҫырсаттӑм» — тупнӑ та кӳрсе пачӗ пек, тет. Приказчик те, крепостной ҫын, е нимӗҫрен килнӗ управитель те хресчене хӑй аллине ҫавӑрса илме тӑрӑшаҫҫӗ. Эпир дискуссин хӑшпӗр йӗркесӗрлӗхӗшӗн ответ тытма пултараймастпӑр. Шумскийпе юнашар ларакан Цветаев ҫиленсе пӑшӑлтатрӗ: — Ухмаха турра кӗлтума яр-ха, вӑл ҫамкине ҫапса ҫурма та хатӗр. — Ҫук, терӗ Санин: — вӑл тахҫанах вилнӗ. «Русланӑн» прологӗ мана кукамайӑн чи лайӑх юмахӗсене аса илтеретчӗ, вӗсене тӗлӗнмелле лайӑххӑн пӗр ҫӗре пӑчӑртса хунӑ пекчӗ, хӑшпӗр йӗркисем тата мана хӑйсен шӑратса тунӑ тӗрӗслӗхӗпе тӗлӗнтеретчӗҫ. Ҫитсе ӳкӗпӗр. Пирӗн утсем лайӑх, — тавӑрчӗ сухалли. Ҫил-тӑвӑл пуҫланать, аҫа-ҫиҫӗм ҫӗре те ҫурт-йӗре ҫапать те ҫунтарать. Анчах вӑл унта запал ларткаласа хӑтланнӑ хушӑра паллӑ пулчӗ: граната тыткалас ӗҫ — уншӑн пулсан — хӑнӑхман ӗҫ иккен. Унтан, шалти пӗтӗм вӑя пухса, Анютӑна вӑл ҫапла ҫырса ячӗ: эпир пӗр-пӗрине курмасӑр юрату ҫинчен калаҫни аван мар вӑл, манӑн сӑн-пит пиҫсе кайнипе мӗн тери пӑсӑлнине эсӗ чухлаймастӑн та пулӗ-ха, эпӗ халь пӗртте ӗлӗкхи сӑнлӑ мар, сан патна ярса панӑ кивӗ фотографи ҫинчи пек мар. Ҫакса вӗлерес умӗнхи юлашки каҫхи апат, ҫапла мӑр-и? Май уйӑхӗнче, Микула кунӗччен кӑшт ҫеҫ маларах, фабрикӑн иккӗмӗш корпусӗ валли пӑс хуранӗ килсе ҫитрӗ. Эпир ӑна кунта вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ура ҫине хамӑр тӑратнӑ, тайӑлса ан кайтӑр тесе, хамӑрах хулпуҫҫисемпе тӗревлесе тӑнӑ. «Ма-Роберт» ятлӑ пӗчӗк пӑрахутпа тӗпчевҫӗсем пысӑк шывӑн юхӑмне май Конгоне юппипе ҫӳлелле хӑпарнӑ. Тетепе вӗсем сентябрӗн 8-мӗшӗнче пырса ҫитнӗ. Паллах ӗнтӗ, Хӗвел пуринчен вӑйлӑрах полюса тата полюс тавралӑхне ҫутатать, малалла унӑн пайӑркисем чалӑшса пыраҫҫӗ, экватор патнелле ҫывхарнӑҫемӗн Хӗвел горизонта ансах пырать. Экватортан пӑхсан, Хӗвел горизонт ҫинчи пекех тӑрать. Тен, вӑл ман ҫинчен манса та кайӗ, анчах манмасан? Ну, калаҫатӑн та эсӗ, санашкал ҫын эпӗ нихҫан та курман! Кун пек вӑхӑтра вӑл — ҫухатса пӗтерме питӗ ҫӑмӑл. Пушӑсемпе хыттӑн шартлаттара-шартлаттара илни тата выльӑха хӑвалакан негрсем кӑшкӑркалани ҫеҫ хушӑран шӑплӑха хускатать. Эпӗ вӑл улшӑннине кура тӗлӗнтӗм. Ҫак выльӑх малти урин чӗрнисем вӑрӑммипе, ӳт-тирӗ хытса кушӑрханипе, ури тупанӗнчи ӳчӗ тӗксӗм пулнипе тата ури пичӗ ҫӑмлӑ пулнипе кӑна манран уйрӑлса тӑрать. Юлашкинчен ҫакскер ӑна йӑлт йӑлӑхтарса ҫитернӗ те, кӳрентермеллех хаяррӑн кулнӑ вара унран Соломон. Хисепсӗр нумай пӑшалсем унӑн куҫӗсене хупласа илнӗ. Ӑна Власовӑна ухтарма хушрӗҫ. Люба ют ҫынсем умӗнче хуҫкаланмасть, кам та пулин ӑна хӑнасем пур чухне чуптума шутласан, вӑл ҫиленет, унашкал ачашланса хӑтланнине чӑтма пултараймастӑп, тет. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр ҫывӑхра ӗнтӗ. Ту хушшинче ҫакӑна-ҫакӑна тӑракан чулсем ҫав кӑшкӑрашнӑ сасса та чарӑна пӗлмен аслати авӑтнине пӗтӗм таврана янӑратаҫҫӗ. Ҫав ҫӳревсенчен юлашки ҫӳревӗ пит ӑнӑҫлах пулмарӗ. Тинӗс мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ те, эпӗ вара хам арӑмпа тата ачамсемпе килтех пурӑнма шут тытрӑм. — Тусӑмсем, — терӗ ҫамрӑк икӗ негра, — урай нӳрленме пуҫларӗ. — Питӗ шел, сэр, кимӗ ҫинче пулнӑ груз пӗтӗмпех пӗтрӗ. Эпӗ нимӗн те каламӑп; ӑнсӑртран пӗлнӗ вӑрттӑн япалана эпӗ хам ӑшӑмрах тытса усрӑп. — Итлӗр-ха, Бенедикт пичче, — чӗнчӗ ӑна йӑл кулса Уэлдон миссис, — наукӑна усӑ кӳрессишӗн пире таракансем ҫисе яччӑр тесе сунмастӑр пулӗ тетӗп эпӗ? Вӑл сан патна мӗнле пымаллине ыйтрӗ. Ытла та ирӗклӗ вӗсем, ку чухнехи ҫамрӑксем! Ҫак трагикла сӑмахсене мӑнаҫлӑхпа каланӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн вырӑнне кайса тӑчӗ; Пӗррехинче Василий Иванович патне кӳршӗ ялти мужик тифпа чирленӗ хӑйӗн пиччӗшне илсе пынӑ. Ылтӑн шӑллӑ тухтӑр Яковлев, нихҫан та, никам ҫинчен те ырласа калаҫман, пурин ҫине те аякран, ют куҫсемпе, тӑрӑхларах кулса пӑхаканскер, халь тата ытларах палӑрмалла пулса кайнӑ та, хаҫатсемпе хӑратмалла кӑшӑртаттарчӗ. Юханшыв хӗвеланӑҫнелле юхнӑ пулсан, вӗсем Анголӑн ҫурҫӗрти ҫыранӗ ҫывӑхӗнче пулмаллаччӗ ӗнтӗ; анчах шыв ҫурҫӗрелле юхать, кун пек вӗсен океан ҫыранне ҫитиччен нумай ишмелле пулать. — Эпӗ сана пӗлетӗп: эсӗ питӗ ӑшӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, — унӑн хутне кӗрсе пыратӑн. Кансӗр самантра пӗр ҫын паттӑрлӑхӗ те кӑмӑла ҫӗклентерсе ярать, вара пӗтӗм халӑха пӑхӑнтарать. Ҫынсен йыттисене вӑрламашкӑн сирӗн мӗнле право пур? Тӗттӗм кипариссем, ҫинҫе тӑррисемпе мӑнаҫлӑн сулкалана-сулкалана, тухса пӗтмелле мар юхтараҫҫӗ те юхтараҫҫӗ хӑйсен сухӑрлӑ сывлӑмӗсене. Ҫапла. Лашана Таранчик тесе чӗнетчӗҫ. Маша портрет ҫине пӑхма хӑрать. Андрей наҫилкка вӗҫӗсене кӑштах Умрихин аллинчен туртса илетчӗ. Тӑванӗсемпе сыв пуллашмасӑрах Стефчов хуланалла васкарӗ, жандарм ӑна карта патне ҫити ӑсатма кайрӗ те вӑл унпа, утнӑ май, тем мӑкӑртатса калаҫрӗ. Вӑл портретӑн тӗлӗнмелле историне, хӑй ҫак пурнӑҫа кӗрсе ӳкнин сӑлтавӗ ак ҫак портрет пулнине, темле майпа укҫа тупса ҫӑткӑнланса кайнине, ҫак укҫа унӑн талантне ҫисе янине аса илчӗ те тарӑхнипе урса каясси патнех ҫитрӗ. Анчах, тесе шухӑшланӑ Григорий Иванович, Алексей ман пата кашни кун ҫӳре пуҫласан, Бетси ӑна юратмаллах, тенӗ. — Хӑрушлӑх хӗвелтухӑҫенчен килнӗ чух ӑна хӗвеланӑҫӗнчен кӗтмелле-и?.. Арҫын ача мӑшлатса каялла чакрӗ. Анчах Ерофей Кузьмич пырса кӗрес умӗн, темиҫе минут малтантарах, Квейс урсах кайнине курсан, Осип Михайлович ӑнланса илнӗ. Вӗсен хыҫӗсене мӗншӗн ҫапла шелсӗррӗн те мелсӗррӗн авса лартнӑ столярӗ, ӑнланма йывӑр, ҫавна май ирӗксӗрех шухӑшлатӑн: айӑпли кунта столяр мар, пӗр-пӗр питӗ вӑйлӑ иртен-ҫӳрен ҫын пулнӑ пулас — хӑйӗн вӑйӗпе мухтанса, тытнӑ та авнӑ вӑл тенкел хыҫӗсене, кайран тӳрлетме тӑнӑ та тата ытларах авса хунӑ. Хамӑнах кайса килмелле. Ҫуллахи каҫсем вӑрӑм. Ҫапла вара ҫутҫанталӑкӑн вӑйӗсене пула ҫак Лӑпкӑ океанӑн таҫти кӗтесӗнчи пӗчӗк утрав ҫинче минералсем, ӳсентӑрансем, чӗрчунсем ӗрчесе кайнӑ. Лавран иртсен, паҫӑрхи пекех, уттипе кайрӗ, анчах пашлӑкне хывмарӗ. Таҫта аякра-аякра тахӑшӗ тимӗр витнӗ ҫурт тӑррипе чупнӑ пек сасӑ илтӗнчӗ. Ахӑртнех, пӳрт тӑррипе ҫарран чупрӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен тимӗрӗ ытлашши хытӑ янрамарӗ. — Паян мӗнле апат-ха пирӗн? Черчилль та — о! Эпӗ сире, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, пӗр, сӑмах та каламан: май килнӗ пек чух усрарӑм, тӑрантартӑм, мӗн пуррине хӗрхенсе тӑмарӑм. Вара вӑл, Алексее пӗр сӑмах та каламасӑрах, тухса кайрӗ. Ун ятне! — тесе пӗр харӑсах темиҫе сасӑ кӑшкӑрса ячӗ. Купса савӑннипе виҫҫӗр тенкӗ укҫа кӑларса пачӗ мана та пилӗк ылтӑн лекрӗ, ятӑма чиркӳре асӑнмашкӑн ҫырса хучӗ… Уншӑн, шуйттаншӑн пекех — ҫылӑх ҫук! Пӗтӗм общество шухӑшӗсем Гленарван енче, паллах, правительство хаҫачӗсемсӗр пуҫне ытти хаҫатсем пурте адмиралтействӑри лордсене питлеҫҫӗ. Апла пулсан, ир ҫинчен урӑх калаҫма та кирлӗ мар. Унтан Оленин Ерошка мучипе ӗҫрӗ. Унтан тата тепӗр казакпа. Унтан каллех Ерошкӑпа. Мӗн чухлӗ ытларах ӗҫрӗ вӑл, ҫавӑн чухлӗ унӑн чӗринче йывӑрланса пычӗ. Машинӑсем патне каялла таврӑннӑ чух пирӗннисенчен пӗринчен каллех ыйтрӗ: «Кӑмӑллӑ-и нимӗҫсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн?» Воропаев Графски пристань патӗнче тӑрать, ӗҫсе тултарнӑ Америка морякӗсен шавлӑ ушкӑнӗ ӑна ҫавӑрса илнӗ те, экспоната курнӑ пек, ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Артём шӑллӗне депона вӗренме кӳртеймерӗ: вунпиллӗкрен ҫамрӑккисене илмеҫҫӗ. Король вӗҫӗм пакӑлтатать, хулари пӗтӗм ҫын ҫинчен вӑлтса пӗлме тӑрӑшать, йытти-качки таранах пӗлесшӗн вӑл, кашнин ятне калать, хулара, Джордж ҫемйинче е Питер килӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине асӑнать. Эсӗ мана тап-таса вӑрлӑх ҫине мӗн ярса патӑн, кӗҫҫе пит? Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн эрне иртсен — намӑс курнипе те, йытӑсем сехрине хӑпартнипе те, хӗрӗ пӑрахнипе те, вӗсен пӗтӗм юратӑвӗ таҫта хӑямата кайса кӗнипе те — каччӑ сасартӑк ӳпке чирӗпе чирленӗ те вилсе выртнӑ. Пӗр вӑтанмасӑрах та мар ӑнланать вӑл халӗ: ҫав тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ япала нумай чухне французсен начар романӗсене вуланине пула пулса кайнӑ, вӗсенче вара, хуть те кирек хӑшӗнче тенӗ пекех, Густавпа Арман, вырӑс посольствине бала пырсан, вестибюль тӑрӑх еплерех утса иртнине ҫыра-ҫыра кӑтартатчӗҫ. — Пӗтӗм Европа ташлать! — Хӑвна ман патӑма янӑ ҫынна ман ятӑмпа тав ту: ҫухатнӑ укҫине каялла кайнӑ чухне тупма тӑрӑш, ӑна ху валли эрех ӗҫме ил. Хура кӗркунне вӗсен поезчӗ хӑйсен тӑван мастерскойӗсем патне ҫаврӑнса ҫитрӗ. Тарӑннӑн сывласа илнӗ пек, вӗсем ҫумне тата тепӗр янӑравлӑ нота хутшӑнчӗ. — Леш алӑкне хупман пулмалла? — Ҫук, юратӑр мана — анчах малтанхилле мар. Ывӑлӗ кулса илчӗ. Пӗр-пӗр чаплӑ йӑхӑн тӗтӗмӗ сӳнес пулсан, лордсен палатине тултарса ҫӗнетсе тӑрас тӗлӗшпе мӗн тӑваҫҫӗ? — тесе интересленсе ыйтрӗ. Лорд ятне кама тата мӗнле чаплӑ ӗҫсемшӗн параҫҫӗ? Сӗтел пачах пуш-пушӑччӗ, Дорошенко умӗнче ҫеҫ, суд ӗҫӗсене майлаштарса пыраканӗ пулнӑ май, хут тӗрки выртатчӗ. — Тӑхтӑр-ха, — терӗм эпӗ майора, — эпӗ ӑна чӗрӗллех тытатӑп, — терӗм. Кӳленсе тӑракан юн ҫинче икӗ тӗрӗк вилли вырта парать. Дорош Тарасович Пухивочка, Хоролтан таврӑннӑ чух, пӗрмай ун патне кӗрсе тухать. Хӑранипе вӑл шап-шурах шурса кайнӑ. Унтан, сак ҫине ларса, чӗлӗмне тивертсе ячӗ. Вӑрахчен кӗтсе ларчӗ вӑл Женьӑна. Сана мӗн кирлӗччӗ? Севернӑйра ҫӗрлехи лӑпкӑлӑх майӗпенех кӑнтӑрлахи ӗҫпе улшӑнса пырать: ак ӗнтӗ, пӑшалӗсене шаклаттаркаласа, улшӑннӑ часовойсем иртсе кайрӗҫ; тепӗр ҫӗрте доктор госпиталь патнелле васкать; ав тата пӗр пӗчӗкҫеҫ салтакӗ ҫӗр пӳртрен тухнӑ та, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ питне пӑрлӑ шывпа ҫӑвать, унтан вара, хӗрелме пуҫланӑ хӗвелтухӑҫнелле ҫавӑрӑнса пӑхса, хӑвӑрт сӑхсӑхса, турра тӑвать; акӑ тата икӗ тӗве кӳлнӗ ҫӳллӗ те йывӑр маджарапа юнланса пӗтнӗ вилесене масар ҫинелле пытарма тиесе каяҫҫӗ. Тӳпелесех тиенӗ вӗсене… Вӗсенчен нумайӑшӗсем мана хӑйсем час-часах чухӑн ҫын пулса вилни ҫинчен, вӗсене ытти ҫынсем хисеплеменни ҫинчен, хӑшпӗр чухне эшафот ҫинче вилме тӳр килни ҫинчен каласа пачӗҫ. Кӑнтӑрлахи хӗвел ним хӗрхенмесӗр пӗҫертме пуҫланӑ. Анчах хӑйсене ертсе пыракан пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ иртӗнекенсем лӑпах пулнӑ, вӗсем пӗр сӑмах та шарламарӗҫ; пӗри ҫеҫ, чи паттӑрри, пуҫне сулкаласа: «Ну, ну, епле пулсан та… ку, турӑ пӗлет, мӗн… ҫакӑн хыҫҫӑн», тесе мӑкӑртатрӗ, тепри вара шлепкине те хыврӗ. — Ах, тата! Лантенак ҫара йӗркеллӗн пӑхса тӑма хӑйӗн ҫывӑх помощникне Гуж-ле-Брюана хушнӑ та, хӑйпе пӗрле артиллерин темиҫе офицерне илсе, Мон-Доль сӑртне пӑхма кайнӑ. ҪӐРАҪҪИЙӖ ПЛАКАТ ХЫҪӖНЧЕ ҪАКӐНСА ТӐРАТЬ. Вӑл ун ҫине куҫӗсене хурлӑхлӑн мӑчлаттарса пӑхса тӑнӑ, Ежов пичӗ хирӗнчӗклӗн туртӑн каланине, куҫӗсем тарӑхуллӑн ҫуннине курнӑ. Халӗ халӑх ушкӑнӗ ӑнланса илчӗ: кӗрешӳ вӗҫне ҫитсе пырать иккен. Курпунлӑ ҫынӗ ҫуйӑхнӑ пекех хихиклетсе кулчӗ, нумай хутчен темле тӗлӗнмелле сӑмаха ҫине-ҫине каларӗ, математик вара сасартӑк мӗкӗрсе ячӗ. Ҫынсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйӑрӑлса тӑнӑ. Гек киркӑна пӑрахрӗ. Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗренсе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана. Ну, Арина Власьевна та… — Макар, тусӑм, ӗнерхишӗн ан ҫиллен… Пурӑнма вара, ашшӗпе иккӗш Нью-Йоркра пурӑннӑ чухнехи пек, ҫыран ҫине шыв кӑларса пӑрахнӑ япаласемпе тӑранкаласа пурӑнать. — Апла-а! Вӑхӑчӗ ҫитнӗ вӗт, ҫитнӗ! Хирӗҫӳ пуҫарас мар тесе Робертс ура ҫине яшт сиксе тӑнӑ. Ну-ка, пӑрӑн! Хайхисем пурте, — ҫӗнтерекеннисем те, парӑнаканнисем те, — ашшӗ патне чупса пыраҫҫӗ, пӗри ӳпкелешме тытӑнать, тепри тӳрре тухасшӑн. Сехри хӑпнӑ патша арӑмӗсем тарма пикенчӗҫ. — Акӑ мӗн, пулӑшсамччӗ мана, — терӗм эпӗ, ҫак пӳлӗм майӗпен ҫаврӑна пуҫланине чарма тӑрӑшса, — эпӗ эшелонран килнӗ аманнӑ летчик. Ну, эпир, паллах, шухӑшлатпӑр: шаккатпӑр ӗнтӗ ку поляксене, тетпӗр. — Паллах, пурин ҫинчен те. Андрей сасартӑк хурӑн ҫумне ларчӗ те куҫӗсене аллисемпе хупласа пӗр минут хушши вырӑнтан тапранмарӗ. Хӑвна икҫӗр тенкӗлле вӗлерттерен. Санӑн унта нимшӗн те каймалла мар. — Мӗншӗн? Ҫурӑм шӑмми сывах мар. Хӗрӳленсе кайнӑ лаша ури айне пуласран хӑраса, вӑл каллех тавӑрӑнчӗ. — Вӑл Озеров ҫине чалӑшшӑнрах пӑхса илчӗ те хушса хучӗ: — Философи таврашӗ ан пултӑр! Команднӑй пункт ӑҫта пулмаллине картӑ ҫинче кӑтартса парсан, Волошин майор хӑвӑрт таврӑнчӗ те автоматчиксемпе пӗрле вӑрмантан сиккипех вӗҫтерчӗ. — Мӗн калама пултарӑп эпӗ? Кам пӗлтӗр ӗнтӗ ҫав хӗрлӗ ҫӳҫ майор кам иккенне. Камӑн эппин? Иккӗшӗн те шӑннипе ӳчӗсем кӑвакарнӑ, мӗншӗн тесен шывра ӗнтӗ вӗсем пӗр сехет ытла лараҫҫӗ… Эпӗ ҫӗҫӗ илтӗм те вӗрене касса ятӑм. Вара ишсе кайрӑмӑр. — Уй-хир тӑрӑх, улӑхсем тӑрӑх, пӳске курӑк пекех ҫӳретӗн пулать? Ҫук, ку юрату пулман, вӑл, турӑ пӗлет-и, темле арпашӑннӑ шухӑш, мӑшкӑл чӑтса ирттернӗ мӑнкӑмӑллӑхпа ӑмсану пӑтрашни ҫеҫ, тен ҫак йӗксӗкӗн кичем чунӗ ҫав юратуран услам курасшӑн тӑрӑшни те пуртӑр-ха, ҫаплах пулӗ, тетӗп эпӗ. — Ӑҫтан пултӑр ман укҫа! Вӑл мӗн виличченех хӑрушӑ ҫын пулса юлмарӗ, — хисепе тивӗҫлӗ мӗнпур ӗҫӗ те ҫавӑ кӑна. Ҫакӑн пек сахал ӗҫшӗн ӑна пурне те каялла тавӑрса памалла-и вара? Урӑх вӑл ним те курмарӗ. — Эсӗ ют ҫын умӗнче те пулин ҫара пакартан ан ҫӳресемччӗ, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Макар, аван мар пулнипе Давыдов эхлеткеленине илтнӗ хыҫҫӑн. Вӑл кун пек ыйтӑва кӗтмен пулас, ответ вырӑнне эпӗ вӑл ӗнӗрленине ҫеҫ илтме пултартӑм. Унтан вӑл:— Ҫук. Ульяна ӑҫта? Шӑп виҫӗ сехетре сӗтел патне пуҫтарӑнчӗҫ. «Светлейший мана паян хам халӑхӑмпа паллаштарма пулчӗ, халиччен курманччӗ-ха эп ӑна, — терӗ кӑвак куҫлӑ хӗрарӑм, запорожецсем ҫине интересленсе пӑхса. Вӗсен юлашки шанӑҫне, Хосе Амарильона хӑйӗн именийӗнчех арестленӗ те, вити умӗнче персе пӑрахнӑ. — Эс-и, Марко бай? — ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑчӗ тухтӑр. Вӑл ман ҫинелле пӑхрӗ, пуҫӗпе сулчӗ те утне чӑпӑрккапа ҫапрӗ. Окунев, Ольга тата ыттисем те Туфтӑна учраспредран кӑларма ыйтнине губком секретарӗ лӑпкӑн итлесе ларать, ларсан-ларсан йӑл кулса илет. — Кунта малтан пурте хӑраҫҫӗ. Ҫак чемодана йӑтса тухасси ҫеҫ юлчӗ. Атаман Мосий Шило тӳссе тӑрайман, таса турӑ законне пӑснӑ та хӑйӗн ҫылӑхлӑ пуҫне путсӗр чалмапа чӗркесе янӑ, паша ӑна шанса карап ҫинчи ключник тата тыткӑна лекнисене асӑрхакан асли туса хунӑ. Унпа эпӗ мӗн чухлӗ тарӑна аннине, ҫӗрӗн варрине хӑҫан ҫитмеллине пӗлме пултаратӑп. Ку приборсӑр эпир ытлашши иртсе кайса, ҫӗрӗн тепӗр айккинче пурӑнакан ҫынсем патне те пырса тухӑпӑр. Акӑ ӗнтӗ корольпе герцог та ҫывӑрса тӑчӗҫ, мухмӑр аптратнипе вӗсен сӑнӗсем сивлек, шыва кӗрсе тухсан тин кӑмӑлӗсем кӑшт уҫӑлчӗҫ. Эпӗ ун хыҫҫӑн пытӑм. Ун чух шӑлан пӗтӗмпех чечекре ларатчӗ, пӗтӗм ҫырмана шурӑ чечек хупласа илнӗччӗ! Оля, эс макӑратӑн-им? Клавдия Михайловна васкасах унӑн ҫӳҫӗсене тӳрлетрӗ: — Нимех те мар, нимех те мар, чунӑм, халь ҫӑмӑлтарах пулать. Эсӗ ҫав урока вӗренсен, эпӗ сана пӗр питех те лайӑх япала паратӑп. Хӗрӗн янӑравлӑ сасси сӑмавар юрланипе пӗр кӗвве кӗчӗ, ҫӗр шӑтӑкӗнче пурӑннӑ, тискер кайӑксене чулсемпе вӗлернӗ ҫынсем ҫинчен пӗлтерекен калав пӳлӗмре илемлӗ хӑю пек тӑсӑлса тӑчӗ. Пӗве ҫитмен ачасем пӗрлехи ҫапӑҫу пуҫласа ячӗҫ, а эпӗ Ситанова мӑкӑлтанине тӳрлетекен фельдшер патне илсе карӑм; вӑл ҫавӑн, пек туни ӑна ман куҫ умӗнче тата ҫӳлерех хӑпартса ячӗ, ӑна кӑмӑллассине, хисеплессине ӳстерсе хучӗ. Вӑл темиҫе хут та майӗпен ҫеҫ шӑхӑркалама пуҫларӗ. Ҫӳллӗ йывӑҫсем, португалсем вӗсене «тимӗр йывӑҫҫи» теҫҫӗ. — Тӑхӑн-ха эсӗ хӑвӑртрах! — Ҫынсем кураҫҫӗ вӗт, — терӗ Андрей, пӗтӗмпех вӗриленсе кайса. … Мӗнпур калаҫуран вӑл пӗрне кӑна ӑнланчӗ: кунта килнӗ ҫынна хӑй вӑл орденлӑ, пысӑк чинлӑ тата хӑйне кура палӑракан арҫын пулсан та — ӑна япӑх пулать. Вӑл мана полицие вӑрттӑн пӗлтерни ҫинчен кӑна каласа пачӗ, тата… — Тата эпӗ ҫапнӑшӑн Артур путса вилни ҫинчен-и? Эсир мана ҫав хӗрачапа паллаштарас шутпа килмерӗр пулӗ-ҫке? Ачана вӗренме илсе кайрӗҫ, анчах мӗнле пурӑнать вӑл унта, паллӑ мар… — Хӑвпа пӗрле пӑшал ил. Вӗлернӗ Генри Пойндекстерӗн юнӗ хирӗҫ тавӑрмашкӑн чӗнет. Унпа ӗҫ тухмарӗ вара… Пӗр-пӗрин хыҫҫӑн чӗрне вӗҫҫӗн утса, вӗсем ҫывӑракан патнелле йӑпшӑнчӗҫ. — Кӑшт ҫеҫ, сэр. Вӗсемпе курнӑҫма юрамасть сирӗн, йӑмӑкӑрсене те курма кирлӗ мар, хулара та никама та ан курӑнӑр; кӳршӗ хӗрарӑмӗ тетӗрсен сывлӑхӗсем мӗнле тесе ыйтсан, сирӗн сӑнӑртан пӗтӗмпех тавҫӑрса илет. Пурте каютӑра хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ. Капитан Ҫӗр ҫине радиограмма пачӗ. — Пит те… Ну, тухса вӗҫ! Вӑл ачана алӑ ҫине илчӗ те, урам урлӑ йӑтса каҫарса, сарлака чул карлӑк ҫине лартрӗ. Эпӗ чӳрече патӗнче тӑратӑп, ирхи хӗвел ҫав икӗ хутлӑ чӳрече витӗр мана чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ класс пӳлӗмӗн урайне тусанлӑ пайӑркасем ӳкерет, эпӗ хура доска ҫинче алгебрӑн темле вӑрӑм уравненине шутлатӑп. Тыткӑна лекнисене пӗр-пӗр ӗҫ тума малта тӑракан чаҫсене илсе кайнӑ чух, яланах тенӗ пек штабсем вырнаҫнӑ ҫӗре илсе пыраҫҫӗ. — Каланӑ пулин! — ҫилленсе кӑшкӑрса ячӗ Ҫӑрттан мучи. Ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен кайра тӑракан, вак-тӗвекшӗн чӑкрашакан ансӑр ҫамкаллӑ старик ҫемьине вӗҫӗмсӗр хӑратса пурӑнать, ҫакӑн пирки ӑна ачисем те, ҫирӗм пилӗк ҫул хушши унӑн деспотизмӗпе кӗрешсе пурӑннӑ арӑмӗ те кураймаҫҫӗ. Ман хыҫран пӑсарасем те Ҫӗлен варӗнчӗн пуҫласа ҫул ҫине тухичченех хӑваланӑ, хир сыснисем те тапӑнса курнӑ. Вӗрентес пулать. — Мана ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ те пулин юрататӑр е хисеплетӗр пулсан, — терӗ Санин, — эсир халех киле е Клюбер г-н патне каятӑр, никама та пӗр сӑмах та каламастӑр, эпӗ таврӑнасса кӗтетӗр! Женя, ҫӑраҫҫийӗпе телеграммине хурса, хӗҫе тыткаласа пӑхрӗ, йӗннинчен кӑларса ҫӳлелле ҫӗклерӗ те тӗкӗр витӗр пӑхса илчӗ. Кирлӗ мар мана вӑл, ӗҫӗ те пӗтрӗ! «Эхер те ҫакна ҫӗртен те, пӗлӗтрен те илмен нӳрӗкпе тултарайсан, ку кубок санӑн пулӗ», — тесе, патшана пӗлтерме хистесе янӑ вӑл. Ҫӑрттан мучи шкултан тухса кайсан, пуху йӗркене кӗчӗ: Дубцов кандидатурине сӳтсе явакан колхозниксен сасси ӗҫлӗн янрарӗ, вӗсене сасартӑк ахӑлтатса кулнипе пӳлни пулмарӗ, пуриншӗн те кӗтмен ҫӗртен сӑмах тухса каланӑ Ипполит Шалый тимӗрҫӗ хыҫҫӑн вара пухура пирвайхи хут темиҫе минутлӑха аслати умӗнхи пек шӑплӑх пулса тӑчӗ… — Неушлӗ каллех чакмалла пулать?» Амӑшне курсан, вӑл питӗ хӗпӗртерӗ, ӑна чуптуса илчӗ, унтан сасартӑк хурлӑхлӑн пӗлтерчӗ:— Анчах манӑн анне вилчӗ, — вилчӗ мӗскӗн!.. — терӗ. — Палланӑ ҫын ҫеҫ. — Мӗн пулнӑ сана? — тӗпчерӗ шӑллӗ, ҫаплах сиккелесе. Хӑй ҫинчен вӑл кӑмӑлсӑр каласа панине пурте сисрӗҫ, анчах ӑна кӳрентерес мар тесе, ӑна-кӑна нимӗн те палӑртмарӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, Паганельрен вӑл ҫак кунсене мӗнле ирттерни ҫинчен ыйтма та кирлӗ мар, хӑйӗнчен нимӗн те ыйтман чухне вӑл халичченхи Паганель пекех пулать. Фу, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрлатса кайрӗ! Акӑ, тутанса пӑх-ха, ку — хурӑн кӑчӑкӗпе, ҫурхи хурӑн шывӗпе лартса тунӑскер. Еплерех, э? Ытти негрсен пурнӑҫӗ начар иккенне вӑл чӗрипе ӑнланчӗ: вӗсем негрсем, ҫавӑнпа вӗсене ытти негрсене тертлентернӗ пекех тертлентерӗҫ. Пичче, темиҫе ҫӗршер ӑслӑлӑх обществисенче членра тӑраканскер, кунта кӗме те хавассӑнах килӗшрӗ, ҫакӑншӑн вара Фридриксон питех те хӗпӗртерӗ. Пӳрте унӑн арӑмӗ кӗчӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр арҫын кӗрсе тӑчӗ. — Лещинский ав пирӗн пеккисене пӳрте кӗртмест, кухньӑра ҫеҫ калаҫать. Анчах Яков Лукич ӑна нимӗн те калас темерӗ, хӑй вара кинне кӗлете чӗнсе илсе ятларӗ, юлашкинчен урхалӑхпа ҫунтарчӗ; ҫапах та питрен-куҫран мар, ҫурӑмран тата аяларахран хӗненине пула куҫа курӑнмаллах йӗр юлмарӗ. Ӑна ытти тӳрӗ революционерсене пӗлнӗ пек пӗлме май пулман, ыттисен Диаспа унӑн тиранийне пӗтӗм чӗререн тарӑхни тӳрӗ патриотсен тарӑхни пек ҫеҫ пулнӑ. Женька, алӑсем краҫҫынлӑ манӑн. Халӗ сӳнчӗ ӗнтӗ ҫав — анчах тепри ялкӑшса ҫуталса тӑчӗ: ӑнсӑртран мар ҫав, ахалех мар шырарӑм ӑна эпӗ — уншӑн вилӗм пулман та, пулас та ҫук. — Хӗрсем, атьӑр шыва сикетпӗр! Юнлӑ апат ҫӑткӑн тискер кайӑксен аппетитне татах ӳстерсе янӑ пулмалла, вӗсем ӗнтӗ йывӑҫ айӗнче хӑйсен юнланса пӗтнӗ тутисене ҫуласа тӑнӑ. «Сӑтӑрҫӑ пулас пулсан, ҫакӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлемен пулӗччӗ, ҫитменнипе тата, хӑйӑр сапнине пула унӑн хӑйӗн те икӗ вӑкӑрӗ инкек курнӑ, — тесе шухӑшларӗ Давыдов. Петербургри ҫав халь ҫеҫ йӑвисенчен вӗҫсе тухнӑ сарӑ сӑмсасем яланах пуҫӗсене каҫӑртаҫҫӗ, вӗсене сӑмсисенчен шаккамалла! Аким мучи, хайхискер хӑна ҫапла нимӗн те именме пӗлмесӗрех сӗмсӗрленнине курса, эхлеткелесе илчӗ. Эсир ӑҫтине эпӗ пӗлетӗп, Айртон, сире мӗнле тупассине те пӗлетӗп, ҫакӑн ҫинчен эпӗ нихӑҫан та манмӑп. «Эсӗ ҫӗнтертӗн, Галилея ҫынни». Пӗр темле мужик тата сӑмсинчен юн шӑнкартса:— Ну, ҫынсем те! Ҫакӑн пек чухне Бауш яланах эрех ыйтать, вара, ӗҫсен, тӑрать те татах мухтавлӑн ӗслетсе ярать. — Ҫакнисене виҫӗ кун хушши ҫаплипех тӑратнӑ: Каштасем патӗнче кунӗн-ҫӗрӗн патруль тӑнӑ. Каялла килӗр! — темиҫе сасӑ кӑшкӑрчӗ балкон ҫинчен. Унӑн куҫлӑхӗ ӗмӗрте пӗрре тарпа ҫӑвӑнма кирлӗ вӗт-ха! Пирӗн командира пиртен туртса илсе, хамӑр куҫ умӗнчех вӗлерттерме-и? Эпӗ серапэпе чӑрканса ларнӑ, ман пуҫ ҫинче сомбреро. Эпир пиччепе иксӗмӗр, катастрофа вӑхӑтӗнче хуҫӑлса ӳкнӗ мачта тункати ҫумӗнче кукленсе ларнӑ та, нимӗн тума аптӑраса, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса пыратпӑр; пӑртак та пулин сывлӑш ҫавӑрма май килтӗр тесе, ҫил ҫапакан еннелле ҫурӑмсемпе ҫавӑрӑнса ларатпӑр. Укҫа уссӑр ан вырттӑр тесе, эпӗ вӑтӑр пилӗк доллара ҫийӗнчех ӗҫе кӗртме шутларӑм. Санпа пӗрле кам та пулин пур пулсан, вӑл хыҫра пытӑр; курӑнсанах ӑна персе пӑрахатпӑр. Сӑнӗнче пӗтӗм шанчӑка ҫухатса, шутсӑрах хуйӑха ӳкни палӑрнӑ. Чӗлӗмӗ темшӗн ҫумӗнче пулмарӗ. Базаров тепӗр еннелле ҫавӑрӑнчӗ. Паян мӗн пит кая юлса таврӑнтӑн эсӗ? Ҫак ҫӗнӗ ӗҫре те вӑл хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе, улпутӑн ҫамрӑк хӗрне юратнипе мухтава тивӗҫлӗ пулать, — парнесем илет. Эп — ун хыҫҫӑн. Кӑшт кансан, Ҫӑрттан мучи сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Хӑвӑн намӑссӑр куҫна чарса пӑрахнӑ та, хупма та пӗлместӗн, усал чун! — Иш! — Анчах… ҫыннисем эпир ырӑ кӑмӑллӑскерсем. Ирхине шӑп сакӑр сехетре пӗтем общество чей ӗҫме пуҫтарӑнать; чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн ирхи апатчен кашни мӗн тӑвас тенӗ — ҫавна тӑвать: хуҫи приказчикпа (имени оброк ҫинче пулнӑ), кил пӑхаканпа, аслӑ ключницӑпа ӗҫлет. Вӗсен пурнӑҫӗ йывӑр, вӗсем виселица ҫине те пыраҫҫӗ, анчах ҫапӑҫу умӗнхи вуншар автансем пек, ӗҫсе ҫиеҫҫӗ. Вӗсем тинӗсе ҫӗршер пӑхӑр укҫапа тухса каяҫҫӗ те, ҫӗршер фунтпа таврӑнаҫҫӗ. Тӑвӑр сукмак йывӑҫ тӗми хушшипе чӑнкӑ вырӑналла улӑхать; чул ту катӑкӗсем ҫав ҫутҫанталӑк пусмин шанчӑксӑр картлашкисем пулнӑ, йывӑҫ тӗмисенчен тыткаласа эпир ҫӳлелле улӑхма тытӑнтӑмӑр. Каҫпаларах вӑл Долиннике Петлюра казакӗсем хушшинче агитациленӗшӗн лартнине те пӗлчӗ. — «Пытӑмӑр». — «Мӗн пулчӗ сана?» — терӗм эпӗ. Вӗсем ҫав каҫ Крейцер сонати хыҫҫӑн темӗнле кӗвӗ — авторне халь астумастӑп — каларӗҫ, кӗвви йӗрӗнтермеллех туйӑмлӑччӗ. Ҫавӑн чухне вӗсен иккӗшӗн сӑн-пичӗ мӗнле пулнине эпӗ халь тин аса илтӗм. Вӑл ҫаплах ӗнтӗ, анчах паттӑрлӑх тени ытла сахал пулчӗ! — Вӗҫлер! — Тар миххиччӗ вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ Огнянов, Рада хӑйне мӗнле вӗлерме хӑтланнине сиссен. Эпӗ йӗнер ҫинерех лӑпчӑнтӑм та, Аллаха шанса, утӑма пӗрех пушӑпа сӑтӑрса илтӗм, унччен ӑна пӗрре те ҫапса кӳрентерменччӗ-ха. Ку ҫӗрсем выльӑх кӗтӗвӗсемпе пуян, унтах иҫӗм ҫырли йывӑҫҫисем вӗҫӗ-хӗррисӗр ӳсеҫҫӗ. Мӗн вӗренни ҫӗр ӗҫлекене те, ал ӗҫ ӑстине те, суту-илӳре те кулленхи пурнӑҫра мӗнле усӑллӑ пуласса Марко хӑй туйӑмӗ вӗҫҫӗн ҫеҫ сӗметлет, вӗренсе таврӑнакансемшӗн ӗҫ те ҫӑкӑр та ҫуккине курса чунтан пӑшӑрханать. Ну, кантӑм та пулать. Ҫ-ҫукалатӑп та ӑкӑ, тӑхӑнса яратӑп. Анчах ирхине Елена майӗпен пӑшӑрханма пуҫларӗ, тепӗр кунне ӑна салху та тертлӗ пулчӗ. Унтан вӗсем эпӗ мӗн пӗлнине каласа пама хушрӗҫ. Эвелина хӑйне нумаях та пулмасть сивлекрех, асӑрхануллӑрах тыткалани те иртсе кайрӗ. Король политикӑна пӗртте пӗлмест. «Ахалех ирттерсе ярас марччӗ ӑна! Тепӗр сасӑ, хӗрарӑм сасси, тата шӑппӑнтарах калать: — Пульс унӑн ҫӗр вӑтӑр саккӑр. Урам кӗтессинче, ансӑр тӑкӑрлӑкра, пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн пухӑнса тӑнӑ, ҫав ушкӑн варринчен Весовщиков сасси илтӗнчӗ. Иккӗмӗш урокра унӑн кайри урасем ҫинче сикмелле тата хӑйӗн учителӗ унӑн пуҫӗ ҫийӗнче ҫӳлте тытакан сахӑра тытмалла пулнӑ. Мӗн ҫырнӑ-ха унта? Ҫакна хирӗҫлеме санӑн чӑрсӑрлӑху ҫитес ҫук. Унӑн кӑкри ҫинче — куҫа йӑмӑхтармаллах пурпа тасатса ҫутатнӑ Герой ҫӑлтӑрӗ, Ленин орденӗ тата «За отвагу» медаль йӑлтӑртатнӑ, вӗсемпе юнашар кивӗ, ҫулланса пӗтнӗ, хуралнӑ хӑю ҫинче салтаксен ӗлӗкхи «георгийӗ» ҫакӑнса тӑнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрти тинӗссене ҫавсем тытса тӑнӑ. Хӗҫсене хӑйрамасӑр, пӑшалсене тасатмасӑр вӑл кӑшман лавӗ ҫине те тапӑнасшӑн марччӗ, анчах вӗсене хӑйранинчен мӗскер усси пур-ха, хӗҫпӑшалӗ пирӗн ахаль патаксемпе щетка аврисем кӑна-ҫке — темӗн чул хӑйрасан та вӗсем чӗрне хури чухлӗ те лайӑхланмаҫҫӗ. — Ил аллуна! — ахӑрса ячӗ Сильвер, унтан вӑл акробат пек хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн пӗр утӑм каялла сикрӗ. Ҫак ял ачисен, пырса тапӑнса кӑмакасем ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ е урамсенче тытнӑскерсен, нихӑшӗн те вӑрҫа каяс шухӑш ҫук. — Кунта юханшывсем ҫук, — хирӗҫлерӗ Паганель. Его величество, мӑнаҫлӑ та сивӗ кӑмӑллӑ император, ман ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те майринчен: эсӗ сплекноксене хӑҫантанпа капла кӑмӑллакан пулса кайрӑн, тесе сиввӗн ыйтрӗ. Пӗрре сиксех карта урлӑ ыткӑнасшӑнччӗ вӑл, анчах Андрей иккӗмӗш хут персе яма ӗлкӗрчӗ — нимӗҫ вара карта юпи ҫинчен тӳрех тӗмӗсем хушшине татӑлса анчӗ. — Вӑл дворянин пулнӑскер, аристократ, — терӗ те Робеспьер, хутсене пӑхкалама тытӑнчӗ. Марья Васильевнӑна, карчӑка тата Катьӑна хӗрхентӗм. Кашни округра тӑватшар хут ҫамрӑк тихасен ӑмӑртӑвӗ пулса иртет. Тая уснӑ пуҫне ҫӗклерӗ те хуллен ответлерӗ: — Кӑмӑл пур манӑн, анчах вӑй пуррине пӗлместӗп. Вӑл тӗлӗннӗ пек пулчӗ, савӑнчӗ те пулас. Бурмистра мӗнле ҫӗрулми лартмалли ҫинчен, выльӑх апачӗ мӗнле хатӗрлемелли ҫинчен, темӗн те пӗр ҫинчен канаш пама тытӑнчӗ. Унтан сассине пусарса, куҫне хӗссе, хуллен кӑна хушса хучӗ: — Пит те тӗл тивертрӗмӗр… Унтан Совет влаҫӗ капиталистсен класне экспроприацилерӗ, вӗсенчен банксене, савӑтсене, чукун ҫулсене тата ытти производство орудисемпе хатӗрӗсене тытса илчӗ, вӗсене социализмлӑ харпӑрлӑх туса хучӗ тата ҫав предприятисенче пуҫлӑх пулма рабочи класӑн чи лайӑх ҫыннисене лартрӗ. Тарас, Фома ҫинчен куҫӗсене илсе, кресло ӑшне тарӑнрах вырнаҫнӑ. Хӑвӑрӑн тухса тарнӑ негра килсе илсе кайӑр тесе, Сайлас тете Ҫенӗ Орлеан патӗнчи плантацие икӗ хут та ҫырса ячӗ, анчах хурав илеймерӗ, мӗншӗн тесен ун пек плантаци вуҫех ҫук, вара вӑл Джим ҫинчен хаҫатсенче, Ҫӗнӗ Орлеанпа Сен-Луире, пӗлтерӳ пама шутларӗ; вӑл Сен-Луи ҫинчен асӑнсан, манӑн пӗтӗм ӳт-тир ҫӳҫенсе кайрӗ; куратӑп — вӑхӑт ирттерме юрамасть. Тепӗр самантран Климкӑн хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пуҫӗ калинкке хапха патӗнче йӑлтӑртатса илчӗ те ҫухалчӗ. Пурте карточка ҫинче паллӑ туса кӑтартнӑ еннелле пӑхма пуҫларӗҫ. — Вара ухмаха тухнипе вӗҫлесчӗ, — тӗксӗммӗн каласа хучӗ Ромашов. Кӗркунне вӗсем Диканька витӗр тухса килчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн бригада умӗнче ырӑ ят илтме шут тытнӑ та, ӗнер хутора таврӑнса, унта каҫ выртнӑ, ирхине вара килӗнчен михӗ ҫӗклесе тухнӑ, бригадӑна кайнӑ чух, ҫула май, хуторӑн чи вӗҫӗнче пурӑнакан Краснокутов анкартийӗ енелле пӑрӑннӑ, вӗрлӗк карта урлӑ каҫса шала кӗнӗ те вӑрӑ-хурах пекех арпа купи патне йӑпшӑнса пынӑ. — Санӑн упӑшкушӑн, тусӑм, ку ӗҫ хӗре качча тухассинчен те кирлӗрех. Ку хӑҫан та пулин художнике курӑнма пултарнӑ чи асамлӑ юмах». Темиҫе секунд хушши вӑл хускалмасӑр тӑчӗ. Кӑкӑрӗнче хӑйӑлтатнипе пуҫӗ кашланисӗр пуҫне ним те илтмерӗ. Хӑйне мӗн пулассине кӗтсе, бомбӑсем шӑхӑрса иртнине сӑнаса ларасси уншӑн питӗ те кӑмӑллӑ пулчӗ. Куртӑм та тӗлӗннипе алӑсене шартах ҫапрӑм. Ҫав ним шарламасӑр, куҫсемпе ҫеҫ калаҫнинче, хӗрарӑмӗсем арҫын ҫумӗпе вӑраххӑн иртсе ҫӳренинче темле йытӑлла хӑтланни палӑрать, ҫакӑ кӑмӑла каймасть, — арҫынӗ куҫне хӗссе хушсассӑнах, вӗсенчен кашниех ӑт пӑхӑнса, урамри ҫӳпӗллӗ хӑйӑр ҫине вилнӗ пек кайса ӳкессӗн туйӑнать. Аркадий хӑй те ӑна ятланӑ пулӗччӗ. — Вырт ҫакӑнта. Ҫывӑр. Лётчик ҫывӑрнӑ. Пысӑк ӗҫ! Картишӗсене, лупас евӗрлӗ, пӗтӗмпех витнӗ е тата лайӑх авӑн пекрех тунӑ, Анчах вӗсен тӑррисем ҫӳллӗрех пулаҫҫӗ. Ӑҫта вара сан тытнӑ кайӑку? Ҫынсене хӑна тумалла! Ах, турӑ ҫырла-хах!.. — Аллипе сулчӗ те урах ҫӗрелле утрӗ. Вӑл костыльне хул айне тытса сӑрт тӳпи ҫине тӑнӑ та, аллисемпе стена ҫумне таянса чӑн-чӑн ӗлӗкхи Джон пек, сассипе те, хӑтланнипе те, куллипе те ӗлӗкхи пекех калаҫса тӑрать. — Саня! — тухтӑр калаҫать-мӗн. Анчах Зиночка пурне те миҫе сехетре тата миҫе минутра пымаллине кӑтартнӑ билетсем валеҫсе пачӗ те, саланма хушрӗ. Мӗнле пулать-ха апла, троцкистсен шучӗпе, эпӗ паян слесарь пулсан «аван» ҫын, анчах ыран комитет секретарӗ пулса тӑрсан — «бюрократ», «аппаратчик» пулса тӑратӑп-и? Бюрократизма хирӗҫ, демократишӗн тӑракан оппозиционерсем хушшинче, тӗслӗхрен, нумай пулмасть бюрократла ӗҫленӗшӗн ӗҫрен кӑларнӑ Туфта пек ҫынсем, соломенецсене хӑйӗн «демократийӗпе» тарӑхтарса ҫитернӗ Цветаев пеккисем е тата Подольск районӗнче ҫынсене хӗсӗрленӗшӗн тата команда йӗркипе ӗҫленӗшӗн губком виҫӗ хутчен те ӗҫрен кӑларнӑ Афанасьев пеккисем пулни интереслӑ япала мар-ши? Партие хирӗҫ кӗрешме парти ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫынсем пӗрлешни курӑнсах тӑрать вӗт. Хӑй пурӑннӑ чухне Ухмах-Антон час-часах дворникӗн хурал пӳртне пынӑ е каҫсерен унпа пӗрле хапха умӗнчи сак синче ларнӑ. Пӗрре вӑл ӑна каларӗ: — Халь крепостной права пулас пулсан, эпӗ санӑн улпуту пулнӑ пулсан: — эпӗ сана, харам пыра, кашни эрнере ҫичшер хут ҫаптарӑттӑм! Макар Давыдов умнех пырса тӑчӗ, алтупанӗсене унӑн анлӑ хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ. — Повӑр хӗре усаллӑн вӑрҫса илчӗ те хытӑ сасӑпа татса каларӗ: — Кунта пурте ҫӗлен-калтасем! — Эпӗ ҫӗр каҫма вырӑн тупаймӑп-ши вара? — кулса ячӗ Лукашка, — анчах урядник пыма хушрӗ. Эпӗ Грант капитан патӗнче боцман пулса ӗҫленӗ. Эпӗ, хама нимӗн те пулман пек тытса, укҫа-тенкӗме, кӗпе-йӗме тата пӗтӗм ман ӗҫӗмсене пӑхакан Савельич енне ҫаврӑнтӑм та ачана ҫӗр тенкӗ пама хушрӑм. Хӗвел аниччен, ҫур сехет маларах, эпӗ тупӑран персе ярӑп, — терӗ вӑл. Сухала Анюта ырламарӗ. Вилесем пӗр майлӑ выртни ҫак ҫынсене персе вӗлернине уҫҫӑнах кӑтартать: вӗсене ҫак вырӑнта пӗр харӑс персе пӑрахнӑ, лӑпкӑн та ҫине тӑрса персе вӗлернӗ. Пӗр чӗрӗ чун та мана уншӑн ятласа кӳрентерес ҫук… — Ку суя сӑмах! — кӑшкӑрса ячӗ Пӑван куҫӗсене йӑлтӑртаттарса. Луиза ним ӳпкелесе тӑмасӑрах хӑй хушнине пӑхӑннӑшӑн, юланутпа уҫӑлса ҫӳреме пӑрахнӑшӑн вӑл хӗпӗртенӗ. Хӑвна ним кӗтмен ҫӗртен пӗлмен, юратман карап ҫине лартсан, яланах лайӑх мар пек туятӑн. Унпа юнашар Людмила ларать, вӑл ӑна урамалла пӑхма пӑрахтарасшӑн тӑрӑшать, ҫине тӑрсах мӗн ҫинчен те пулсан ыйтса хӑтланать. Ҫӗр каҫиччен вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ. Пурне те пӳртӗн хӑма стенисене урисемпе кукалесе тӑракан Таука кӗҫенни вӑратрӗ. — Хӑвна хӗстермелле сана, шуйттана, ҫемҫе чунлӑскере! — Ну, паллах! Шывпа апат-ҫимӗҫ, кислород саппасӗсене тӗрӗслерӗ, утиялпа пӗркенчӗ те чӗтрекен урайне Лосьпа юнашар выртрӗ. — Эсӗ пирӗн карапа ҫухатрӑн. Вилнӗ ҫыннӑн кӗлеткине курса илеймен пирки, Воропаев тӗлӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах вӑл, вилене буркӑпа чӗркесе Опанас Иванович йӗнерӗ хыҫне вырнаҫтарнине чухласа илчӗ. Дик Сэнд шыракан, вӑл тупма ӗмӗтленекен юханшыв илсе ҫитерӗ-ши вӗсене океан ҫыранӗ хӗррине хӑрушлӑхсӑр тата питех вӑйран ямасӑр? — Сывӑ-ха, — пӑшӑлтатнӑ лешӗ хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухмасӑр. Томпа Джо Гарпер, ача-пӑчана явӑҫтарса, хӑйсен оркестрне йӗркелереҫ те шӑпах икӗ кун тем пекех телейлӗ туйрӗҫ хӑйсене. Макҫӑм хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗпе калаҫать, ҫамрӑксем уҫа кантӑксем умӗнче ним шарламасӑр лараҫҫӗ; пысӑк мар ушкӑнра темле уйрӑмах лӑпкӑ. Хӑй утнине тата хӑй хыҫӗнчен йывӑррӑн сывласа пыракан Николаев утнине вӑл уҫҫӑнах илтсе пычӗ. Вӑл ун ҫинчен часах Настьӑна каласа панӑ: иккӗшӗ те вӗсем ку шухӑшшӑн савӑнса кайнӑ, ӑна пурнӑҫа кӗртес пулатех тесе килӗшнӗ. — Майор юлташ! — Ку тинӗс шавӗ! — терӗ Геркулес, ун куҫӗсем хавассӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ. Воропаев чарӑнса тӑчӗ те, пурин ҫинчен те манса кайсах, хӑйӗн ӑсӗнче ҫирӗм минута яхӑн чул ҫыран ҫине тинӗсе ҫитиех картса тунӑ пусмаллӑ, пысӑк садлӑ, аялалла, ҫыран хӗрринчи айлӑмалла, анакан террассӑллӑ «Ӑмӑрткайӑк дворецне» турӗ. «Кунта телейлӗ ҫынсен ҫуртне лартма та вӑхӑт ҫитнӗ», — шухӑшларӗ вӑл, кама та пулин кунта илсе килме е кама та пулин ҫак вырӑна сӗнме ҫын шыраса… Ун ҫумне лартӑм та аллинчен тытрӑм. Вӑл ӗҫленӗшӗн нумай илмен, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн ҫемйине тӑрантарса усрамалӑх тата малалла ӗҫлеме кирлӗ таран ҫеҫ илнӗ. Сасартӑк унӑн хӑлхине темӗнле шав илтӗнсе кайрӗ. Эсӗ мӗн те пулин вӑрлама килмен-и? Бригадӑпа вырӑнти ячейка вӑрлӑх пухас ӗҫе хӑвӑртлатас тӗлӗшпе туса ирттерекен мӗнпур мероприятисене колхозниксем те, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем те нумайӑшӗ, питӗ хытӑ хирӗҫ тӑрса, чӑрмантарса пыраҫҫӗ. — Пӗтӗмпех шыҫнӑ. Эпӗ татӑклӑнах хам йӑхри ҫынсен хисепне шеллесе сыхлама кирлӗ маррине ӑнланса илтӗм. Берсенев Раумер кӗнекин пӗр страницине вулама ӗлкӗрейменччӗ-ха, чӳрече кантӑкне пӗр ывӑҫ вӗтӗ хӑйӑр пырса ҫапӑнчӗ. Воропаев пекех, лӑпкӑ вырӑн шырама килнӗ, анчах ун вырӑнне пулӑҫсен колхозӗн председателӗ пулса тӑнӑ Рыбальченко подполковник виҫӗ кило чуларка текен пулӑ илсе килчӗ, электромонтер Сердюк Европа карттине йӑтса килчӗ те, нимӗн ыйтса-туса тӑмасӑрах, асӑрхана-асӑрхана, ӑна стена ҫине ҫакса хучӗ, тутисене аллипе хупласа, тем пӗлтернӗ пек, ӳсӗре-ӳсӗре илчӗ. Ҫӑтса пӑх-ха — курӑн. — Эсӗ ӗҫмен пулсан, чирленӗ вӑхӑта эрех ҫитетчӗ. Вӗсем кайрӗҫ, эпӗ те, сип-сивӗ тара ӳкнӗскер, упаленсе тухрӑм та пӑрахут сӑмсинелле шурӑм. Унӑн ӳт-пӗвӗ мӗн тери вӑйсӑрланса, хавшаса пынӑ — кӑмӑлӗ, ирӗкӗ ҫав тери ҫирӗпленсе, вӑйланса пынӑ пек туйӑнчӗ. Манӑн чӗрем картлатса сикрӗ, анчах та эпӗ урӑх пӗр сӑмах та калаймарӑм. Команднӑй пунктӑн симӗс тӗмески патне ҫывхарнӑ чух, унтан вӗсене хирӗҫ дежурнӑй офицер чупса тухрӗ. — Мӗн ашкӑнаҫҫӗ вара вӗсем? — тесе ыйтнӑ аслӑ Артамонов шӑллӗнчен. Эпӗ хам тем чул шутларӑм ӗнтӗ, анчах ним те шухӑшласа кӑлараймарӑм. Эпӗ манӑн савнине хӑтарма пулнӑ ҫыннӑн чӑрсӑр ҫиллине тата унӑн юнӗҫен йӑлисене те аса илсе пыратӑп. Лару-тӑру улшӑнчӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен пӗр япала сиксе тухрӗ. Зеб ӗлӗкхи пекех сыхланса та ҫивӗччӗн малалла пӑхса пынӑ. — Эсӗ «Микоянра-и?» — ытлашши пӗлесшӗн те пулман пек ыйтрӗ Цимбал. Ҫеҫенхирте аслӑ та пархатарлӑ ӗҫ пырать: курӑксем ашкӑрса ӳсеҫҫӗ, вӗҫен кайӑксемпе тискер кайӑксем хӑйсен вырӑнӗсенчен хускалаҫҫӗ: ҫынсем пӑрахса кайнӑ пӑспа йӑсӑрланакан вӑрлӑх акса шуратман хура пуса кӑна пӗлӗт хӗрри таран тӑсӑлса выртать… Наукӑпа пысӑк ҫапӑҫу усӑллӑ пулмарӗ сирӗншӗн! — Вӗсем чӑннипех те килте, — тесе хучӗ Гленарван. — Ӑҫтан лекме пултарнӑ вӑл сирӗн алла? — тесе ыйтрӗ Исидора, хӑй тарӑхса кайнине пытарма тӑрӑшмасӑр. Юрать-и? Вара вӑл ҫӳҫенсе илсе:— Гордеевӑн… — тесе именчӗклӗн пӗлтернӗ. — И… Капитан пӗр хут ҫеҫ мар мана хам ҫири тискер ҫынсен тумне хывса пӑрахма хушрӗ. Мана вӑл хӑйӗн чи лайӑх тумтирӗсенчен пӗрне пама пулчӗ. Пирӗн вӑхӑта ҫитиччен энерги паракан кашни машина ҫав энергие Хӗвелтен илсе тӑнӑ. Ҫакӑнта мӗн те пулин тӗрӗсси пур-и? Вӗсем каллех шӑпланчӗҫ, пӗр-пӗрне парӑнман икӗ ӑс хушшинче пыракан ҫапӑҫура вӑхӑтлӑха килӗшӳ пулчӗ. Эпӗ, вӑхӑт ҫитнӗ, тесе шутлатӑп. — Виконт Говэн! — аптраса ӳкнипе тепӗр хут каларӗ Симурден. «Кама вӗлерет-ши — мана-ши, Михайлова-ши? Ӑна де-Лантенак маркиз, де-Фонтене виконт тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл Бретани принцӗ, Ҫичӗ Вӑрман текен поместье те ун аллинче тӑрать. Ҫав тери вӑтаннипе вӑл, тӗттӗме пӑхмасӑр, хӗрелсе кайрӗ; пӗтӗм ӳт-тирӗ унӑн ҫийӗнчех йӑспа витӗнсе ларчӗ, урисемпе ҫурӑмне пин-пин йӗп харӑссӑн чиккелерӗ. — Пур. Мӗн тата! Чӗлӗмӗ сӳннӗ. Хӑш-пӗрисем Жигалов аташса выртать пуль терӗҫ, анчах Андрей ӑнланчӗ, Жигалов ӑна хӑйне курасшӑн-мӗн. Мӗншӗн? Мӗн эсир маншӑн? Павел ун еннелле пӗшкӗнчӗ те, унӑн аллине хытӑ пӑчӑртаса, каларӗ: — Пултараймастӑп, Христина, эсӗ аван хӗр, — вӑл тата тем каларӗ, хӑй каланине хӑй те ӑнланмарӗ. Пӗтӗм кӑмӑлтан парӑнса тӗрӗс ӗҫлекен ҫакӑн пек ҫынна тӗнчипе шыраса та пит сахал тӗл пулӑн, вӑл эпир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пурӑнӑҫне шеллемесӗр, чи хаклӑрах япаласене ҫӑлса хӑварнӑ. Эхер ҫав хӗрарӑм эпӗ хӑйне юратни ҫинчен пӗлес-тӗк, вӑл мана нихҫан каҫармалла мар кӳренессӗн туйӑнчӗ. Кӗтесри ҫурт ҫинче тӑракан чултан тунӑ хӗр кӗлетки ҫийӗнчи пӗлӗт кӑн-кӑвак та тӗпсӗр тарӑнӑн туйӑнать. «Пилигрим» хӑй пыракан ҫултан вунпилӗк градус ҫурҫӗререх пӑрӑннӑ, — ку ӗнтӗ, паллах, тинӗсре кӗрлекен тӑвӑл ӑна ялан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле хӑваланӑ пирки пулчӗ. Шӑрӑх маррине пула лавсем ирех хускалса кайрӗҫ. Вӑл шӑпланнӑ, унтан, сасартӑк шӑртланчӑклӑн аллисене ҫӗклесе илсе, пуҫне ярса тытнӑ… Ҫӳҫӗсене майлама тытӑннӑ… Санина ҫакӑ паллӑ пулчӗ: ун ҫулӗнчи нумай-нумай хӗрсемпе танлаштарсан, Марья Николаевна хӑй ӗмӗрӗнче питех те нумай курса ирттернӗ пулмалла. Вӑл выртакан вилӗ тӗмине, вӗлтрен тата куршанкӑ пусса илнӗскере, хура решеткепе тытса ҫавӑрнӑ, чассавнирен тухсан ҫав решетке патне пырса ҫӗре ҫитичченех тайӑлса пуҫҫапма эпӗ нихҫан та манмастӑп. Анчах мана сан умӑнта намӑс. Пӗр ӳсентӑрансӑр тундрӑра, вунӑ балл таран ҫӗкленекен ҫил-тӑманра туса пӑх-ха ҫак ӗҫе! Ярса илчӗ те, путсӗр упа, хӑйӗн тимӗр аллисемпе, тӗртет те тӗртет! Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать, аннеҫӗм. — Ытла та юрататӑп сирӗнпе калаҫма, — сӑмахсене музыклӑн тӑсса юрланӑ вӑл. Анчах ку — халлӗхе кӑна вӑл: ку чир мана ытла хӑратмасть. Халӗ вара пурнӑҫ каллех тӳнтерле ҫаврӑнса кайрӗ. Лайӑх тенӗ ҫӗрте те — уксах-чӑлах капитансен ывӑлӗсем кӑна-иҫ. Ытларах пайӗ вара — ӑслӑлӑхран хӑраса тарнӑ гимназистсем, реалистсем те вӗренсе пӗтереймен семинаристсем ҫеҫ. — Петя, хӗҫ-пӑшалӗсене ил те вырнаҫтарса хур, тыткӑна лекнисене Журавский комбат аллине пар. — Ку сана тӗлӗнтерет-и? — Ҫук, ҫывӑрать. Куҫхаршисене сиктеркелесе, куҫӗсене хӗссе, вӑл малалла ӗнентерӳллӗн калать: — Куҫа курӑнман ҫип — эрешмен ҫиппи пек — унӑн императорское величество государь император Виҫҫӗмӗш Александр чӗринчен тухса тӑрать, вӑл министр господасем витӗр, унӑн высокопревосходительство губернаторӗ витӗр тата ытти пур чинсем витӗр те тухса ман таранах, юлашки салтак таранах пырать. Гасиенда хуҫи — Техасри чи илемлӗ арҫынсенчен йӗри; унӑн арӑмӗ те ҫак тӑрӑхри чи илемлӗ хӗрарӑмсенчен пӗри пулать. Ҫуланса, хуралса пӗтнӗ белорусс кочегарсене пароход ҫинче кӗҫен ҫынсем вырӑнне хуратчӗҫ, вӗсене пӗр ятпа — ягутсем тесе чӗнетчӗҫ, тата:— Ягу, бегу, на берету… — тесе тӑрӑхлатчӗҫ. Иаков Исава лартнӑ? Ӑна халӗ, чун халсӑрлӑхӗ, пӗчченлӗх тата пурнӑҫ ӑнланманлӑхӗн ӳркевӗ пусса лартнӑ ҫак йывӑр минутсенче, ҫывӑх та ерҫӳллӗ, хута кӗме пултаракан тус-юлташне, ҫав вӑхӑтрах тата тарӑннӑн та ҫепӗҫҫӗн ӑнланакан ӑшӑ чӗреллӗ ҫынна курни питӗ кирлӗччӗ. Кӗмӗл тӗслӗ курӑнакан шыв кӳленчӗкӗсем урлӑ-пирлӗ пӗчӗк ҫырмасемпе пӗрлешӗнеҫҫӗ те мӗнпур улӑхсенчи сӗткенлӗ курӑксем валли нӳр ҫаптарса тӑраҫҫӗ. Яхно комиссар ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Амӑшӗ хай ывӑлне тата ыттисене пурне те ним шарламасӑр пуҫӗпе сула-сула илчӗ. Парӑр пире хӑвӑрӑн таса хӗрӗрсене, вара эпир вӗсенчен йӑх-ӑру ҫуратса ҫитӗнтерӗпӗр, вӑл Тума материкӗсенче пурӑнма тытӑнать. Тӗттӗм, куҫран чиксен те курӑнмалла мар. Апла, пире сан аннӳ пӗтерчӗ, Лукич? — Районтан килнӗ юлташсене эпир кунта нумай итлерӗмӗр, вӗсем пурте троцкистсем мӗнле майсемпе усӑ курни ҫинчен каларӗҫ. Стефчов истори кӗнекине сӗтел ҫине хучӗ, шухӑша каям пек туса, тӑнлавне хыҫкаласа илчӗ, унтан экзамен паракан хӗрачаран хытӑ сасӑпа ыйтрӗ. Вӗсемсӗр пуҫне сирӗн пек пулма тӑрӑшаканни урӑх халӑхӗ те ҫук вӗт-ха ҫӗр ҫинче, анчах… — Эпӗ ӑна хам ҫеҫ пӗлетӗп. Ӗҫлеме — намӑс, ӗҫ вӑл ногаец-тарҫа тата хӗрарӑма кӑна килӗшет: ҫакна казак чунтан ӗненсе тӑрать пулин те, вӑл хӑй усӑ куракан мӗнпур япаласем, «хамӑн» тесе шутлаканскерсем пурте ҫав ӗҫӗн ҫимӗҫӗсем пулнине, тарҫӑ вырӑнче шутланакан хӗрарӑм, — амӑшӗ е арӑмӗ, — вӑл усӑ куракан пур япаласене те унран туртса илме пултарнине, уҫҫӑнах мар пулин те, чиперех туйса тӑрать. — Тӗллесе ывӑтӑр, атьсем, пӗр йӑнӑшсӑр ҫапӑр!.. Качаки — кӑвак, ҫурӑмӗ ҫинче хура йӗр пур, Манька ятлӑ. — Кӑнтӑрла чикнӗ-и? Атте, пӗтӗм хуҫалӑха пӑрахса, Бен тете патне пурӑнма куҫма шутларӗ; Ҫӗнӗ Орлеантан хӗрӗх тӑватӑ миля анатарахра унӑн пӗчӗк ферма пур. Урусемпе ан пӑтрат! — Кунта сирӗн никам та ӗҫлемест-и? — ыйтнӑ инспектор, Джоннипе юнашар тӑракан машина ҫине кӑтартса. Вӑл хӗр умӗнче ҫиме хӑяйманнине асӑрхаса, Саша ун патӗнчен тӑрса кайрӗ. Кайран-кайран, каҫпа вунпӗр сехет ҫитерехпе, разведчиксем тавӑрӑнчӗҫ. — Ҫу-ук; ҫу-ук, ку мана юрӑхлӑ мар. — Мӗншӗн апла? Шухӑшласа ҫитерме кунта та йывӑр. Орёл патӗнчи ҫапӑҫу хӑйӗн ҫӗнтерӳллӗ вӗҫӗ патнелле ҫывхарса пынӑ кунсенче, ҫурҫӗр енчен наступлени тӑвакан полксем Красногорск тӑвӗ ҫинчен ҫунакан хулана куратпӑр тесе пӗлтернӗ чух, Брянск фрончӗн штабне ҫав районта ҫапӑҫакан гвардейски истребительнӑй полк юлашки тӑхӑр кун хушшинче тӑшманӑн хӗрӗх ҫичӗ самолётне ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Анчах унччен малтан вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель мӗнле вырӑнсенчен касса пынине пӗлесчӗ манӑн. Ҫапла каласа полковник ӑна юлхавлӑн хут тӑсса пачӗ. Хучӗ ҫине «Протокол» тесе ҫырнӑ, аялта «Джиованни Болла» тесе алӑ пусни пулнӑ. — Мӗнле те пулин инкек пулман-ши ӑна? Эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм те зонтик айӗнче пыракан икӗ хӗрарӑма куртӑм; пӗри ҫамрӑк, тепӗри ватӑ; вӗсем те иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ, ман ҫывӑхра татах: «Ҫылӑх сана, Меджи!» тени илтӗнчӗ. — Хатӗр, капитан, — терӗ Вильсон. Эпӗ хама хам тӗлӗкри пек туятӑп. Эхер те ун пеккисем пур пулсан, вӗсем Питер Уилксран юлнӑ ылтӑн хутаҫҫине илсе каймӗҫ тетӗр-и? — Ай, мӗнле телей! — Ҫул ҫинче пурӗпӗр туртма май килес ҫук. Пӗлсех тӑнӑ эпӗ ӑна! — Том, ун чухне питӗ тӗттӗм пулать пулӗ. Апла пулсан, унти вырӑнсем мӗн тери илемли сире паллӑ. Хӗвел юрлӑн ҫеҫ хӗртет. Ҫынсем кашкӑрсене часах вӗтлӗхрен хуса ячӗҫ. — Вӑл йывӑррӑн сывласа илсе пуҫне сулкаларӗ. Вуникӗ кун тропик вӑрманӗнче ҫӳрени, вуникӗ каҫ ҫара ҫӗр ҫинче ҫывӑрни Уэлдон миссис пек сывлӑхлӑ хӗрарӑма та вӑйсӑрлатса хавшатма ҫителӗклӗ пулчӗ. Вӑл Лушка патне каять! Йышӑнатӑр пулсан — эпир тухатпӑр. — А мӗншӗн ху тата паҫӑр ман ҫинчен элек патӑн? — астутарнӑ Гордеев, ун ҫине хӑяккӑн, шанчӑксӑррӑн пӑхса. Сакӑрвун улттӑмӗшпе сакӑрвун ҫиччӗмӗш меридиансем хушшинчи 79° 35' широта. Даша инке те ҫук-ҫке. Лар-ха, лар, мӗн тума ура ҫинче тӑратӑн? Хӑваласа кайнисем вырӑнне тӗрлӗ енчен ҫынсем пухӑннӑ, анчах вӗсем кунта куҫса килнӗшӗн ӳкӗнеҫҫӗ тата тӑван вырӑнӗсене каялла тарма та хатӗр тӑраҫҫӗ. — Ирӗклӗх, пӗртанлӑх, тӑванлӑх — ку мир тата пурте пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнни пулать. Ан хӑрӑр, сирӗн преподоби! Вӑл хӑй ятне асӑнакан ҫынсене лайӑхах кураймасть, анчах ӑна пурте кураҫҫӗ. — Кукаму сана манпа уҫӑлма ҫӳреттересшӗн мар? Ҫапла-и? — ыйтрӑм эпӗ Олеҫҫӑран, хырлӑхалла унпа юнашар аннӑ май. Ырӑ старикӗн ҫыруне вуласа, эпӗ темиҫе хутчен кулса илмесӗр те чӑтаймарӑм. Эпӗ вӑл та мана юратассине шанма пултараймарӑм, ун ҫинчен шутламарӑм та: ман чунӑм унсӑрах телейпе тулса тӑрать. — О, ҫук! Эпӗ ун пек тесех шутламастӑп. Юрать-и? — терӗ Давыдов, вӑл вӑтаннине асӑрхамасӑр. — Юрать, эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа парӑп. Зеландия! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ӑнланма пултаратӑн-и эсӗ ҫавна? Пулса курман эпӗ ун пек ӗҫсенче… Итогсене пӗтӗҫтерме тес пулать-и? Халӗ пӗтӗмпех аса илетӗп те, эсӗ чи малтанхи самантранах санӑн пулма пуҫланӑн туйӑнать мана, хам-ха, тӗрӗссипе, хӑвна курма та ӗлкӗрейменччӗ, сассуна ҫеҫ илтнӗччӗ. — Пӗлместӗп! Унӑн та ҫавӑн пекех сасси йӑваш. Пыра-киле тин вара ун пек ытла нумай шухӑшлами пулнӑ; вӑл паллах ӗнтӗ — пӗр евӗрлӗ ӗҫ унӑн пуҫне ӗҫлеме май паман, вара унӑн ӑсӗ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланнӑ, мукалнӑҫемӗн мукалса пынӑ. Кам сире чӑрмантарать вара? Сӑрт айккипе сип-симӗс пахчасем ешереҫҫӗ, ҫав симӗс йывӑҫсем хушшинче эпӗ оливка, фига пальми йывӑҫӗсене, хӗрлӗ ҫупкамлӑ иҫӗм ҫырли аврисене палласа илтӗм. Вӑл шуҫса кайрӗ те нактоуз ҫине ӳкрӗ… Ку вӑл ҫар лётчикӗсене хатӗрлекен кивӗ стационарлӑ училище пулнӑ. Ҫӑт… — кӑшкӑрчӗ вӑл, ҫак антӑхакан чурана хыттӑн хӗрхеннипе тата курайманнипе пӑлханнӑран чӗтресе. Петр ҫӑмламас йытӑ кӗлеткине урипе тӗксе хускатрӗ, Тулун та, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, пуҫне хускатрӗ те, сиксе тухас пек алчӑранӑ куҫӗпе ҫын ури ҫине пӑхрӗ. Nachtwächter вунӑ сехет ҫитни ҫинчен кӑшкӑрса пӗлтерсен, эпӗ хамӑн шлепкене илтӗм, укҫа тӳлерӗм те киле таврӑнтӑм. Ҫакӑ сире пӗртте килӗшмест, — каҫарӑр эпӗ ҫавӑн пек каланӑшӑн, — эсир мустангера хӑй мӗне тивӗҫлӗ пулнинчен хӑтарма тӑрӑшни вӑл лайӑх мар. Шӑп. — А-а? — Ак мӗнле — итлӗр, — терӗ Николай Артемьевич, паҫӑрхи пекех тути хӗррине усса. Унта пӗр купа ҫын выртса тухрӗ; хӑшпӗрисем, майлӑрах вырнаҫас тесе, тӳрех йывӑҫ каски ҫине хӑпарса выртрӗҫ. Халиччен вӑл, хӑй хӑранине пула, хӑйне ҫапӑҫӑва кӗнӗ-кӗменех вӗлерессе хытӑ ӗненнӗччӗ. — Чей ӗҫесси мӗнле? Пысӑк та мӑкӑр ҫамка, пысӑк пӳ-си, йывӑҫҫу тӗслӗ ӳт — ҫаксем пурте вӗсем таса индеецсен рассинчен тухнӑ ҫынсем пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Анчах халӗ пирӗн хушӑра, пӗр-пӗрне курайманнинчен пуҫне, урӑх нимӗн те пулма пултараймасть. Ирхи кӗлӗ хыҫҫӑн вӑл кӑмака сакки ҫине тӑратчӗ те, пулат хӗрринчи хӑми ҫине чавсаланса хӗрӳллӗн чӑшкӑратчӗ: — Ӑнсӑртран пулнӑ ачам, турӑ панӑскер, алмаз пек таса, вӗри юнӑм пирӗштин ҫӑмӑл тӗкӗ! — Ӑшӑнма вырӑн парӑр Калчо пиччене, ӑшӑнтӑр кӑштах, — терӗ пӗри. Василие полици уйрӑмӗнче тытнӑ вӑхӑтра Маша кунӗ-кунӗпе куҫне типӗтмесӗр йӗчӗ, хӑйӗн инкеклӗ шӑпи ҫинчен Гашӑпа, юратса пӑрахнӑ телейсӗр ҫынсен ӗҫне хапӑл тусах хутшӑнаканскерпе, ӳпкелешсе калаҫрӗ, хӑйӗн мучӗшӗ ятлассинчен, хӗнессинчен хӑрамӑсӑр, тусӗпе курнӑҫса унӑн кӑмӑлне пусарма полицие вӑрттӑн туха-туха чупрӗ. Мӗн ҫакӑ — салтак-им, сирӗн шутпа? — пӳрнине тутинчен чышрӗ вӑл Шарафутдинова. Акӑ мӗн! — Ну! ну ӗнтӗ! лар вырӑнна, ухмах! — терӗ вӑл сӑмсине. — Судья пӗвӗпе мӗнлерех вӑл? Халӑх ҫавӑн пек кӑшкӑрни йӑлӑнса ыйтнӑ пек, лӑплантармалла янӑрарӗ, ку сасӑсем, пурте пӗр кӗвве пӗрлешсе, темӗнле уҫӑмсӑр, анчах пуринчен ытларах шанӑҫсӑр та хурлӑ шухӑшлӑн тухрӗҫ. Унтан вӑл, хӑяккӑн ӳксе, аллисене саркаласа хурса, шӑпах пулчӗ, юнланса пӗтнӗ, хӑрӑлтатакан ҫӑварне карса пӑрахрӗ. Вӗсем калама ҫук хытӑ шавлаҫҫӗ те тавлашаҫҫӗ… Пит-куҫӗнчен пӑхсах вӑл ӗшенни курӑнчӗ, крават ҫинче ларнӑ чух та хӑй юратнӑ «Сирӗн ҫунатӑр» юрӑ сӑмахӗсене каласа кӑтартмарӗ: «Эсир ытла ывӑннӑ пулсан, кӑштах канса илмесӗр ан та вӗҫӗр…» Вӑт — борт хӗррине асӑрхамасӑр ан пыр ҫав, — ӳкӗн те, ҫавӑн пек — турӑ сыхлатӑр! — тӳрех шыва чӑмӑн… унтан… Эпӗ вӑл хампа уйрӑлма шутланине тавҫӑрса илтӗм. «Салтак Петр Великине епле ҫӑлни ҫинчен калакан халлапа» астуса илсе, эпӗ ӑна калаҫу формиллӗ туса хутӑм, эпир, Давидов патне пулат ҫине улӑхса лараттӑмӑр та, хамӑр умра тӑнӑ пек шутланакан шведсен пуҫӗсене савӑнӑҫлӑн каса-каса пӑрахса выляса лараттӑмӑр: ҫынсем ахӑлтатсах кулатчӗҫ. Сывлӑш лӑпах пулин те, ҫурта хумханнӑ, унӑн хӗлхемӗ, пӗрре крыльца юпине, тепре сӗтелпе ун ҫинчи савӑт-сапасене е старикӗн ҫӳҫне кастарнӑ шурӑ пуҫне ҫутатса, тӗрлӗ еннелле сулланчӗ. — Санӑн правӑ ҫук ӑна тивмешкӗн; вӑл ман енче. «Ҫапла, халь ӗнтӗ хам та куратӑп эсӗ иккенне!» терӗ голова, тавҫӑрса илсе. — Шӑпах эпир туссем пулманнипе эпӗ кунтан тухса каятӑп та ӗнтӗ. Хул пуҫҫийӗме хӗскелесе илтӗм. Тихон ҫывӑрасса та ӑслӑн, хӑлхине минтер ҫумне, ҫӗр ҫумне пӑчӑртаса, темскер итлесе выртнӑ пек ҫывӑрнӑ. Ҫапах та Дик чӗрине ҫавӑрса илнӗ шанчӑк пӗчӗккӗн тӳрре туха пуҫларӗ. Ответ илӗп тесе шутлама пултарнӑ-и-ха эпӗ? Пит нумайччен пӑхса тӑчӗ вӑл, мӑйӑхне тутӑрпа шӑлкаларӗ те каллех пӑхма чарӑнмарӗ, вара эпир Вальӑпа ун патне пытӑмӑр та хулӗсенчен тытса кресло патне ҫавӑтрӑмӑр. Сима Симакова тӗл пулчӗ те унран пӑлханса ыйтрӗ: — Итле-ха… Ӑнланаймастӑп… — Эсир тӗрӗс калатӑр, Уэлдон миссис, — терӗ Дик Сэнд, — анчах вӑл хӑй ирӗкӗпе пире пӑрахса кайрӗ пулсан, пирӗн ӑна каялла мӗнле тавӑрмаллине пӗлместӗп эпӗ. Ҫав вӑхӑтра дача пӳлӗмӗнче, Женя ҫӗр каҫнӑ ҫӗрте, пӗр хурарах ҫӳҫлӗ ҫӳллӗ кӑна ача тӑнӑ. Пӗр вун виҫҫӗсенче пулӗ хӑй. Эппин малалла. Эсир хӑвӑрах, хӑварах, Бертон мистер, сирӗн юрату ӗҫӗсем ҫинчен кам пӗлме пултарнӑ тата? Шанчӑклӑ тусӗ пурӗпӗрех ӑна киле йӑтса ҫитерес ҫук. Кунтах юласси вӑл — выҫса вилессе е сурансем пирки вилессе пӗлтернӗ. — Ахӑрнех, сӑлтавӗ пулман пулӗ, — лӑпкӑн ҫеҫ тавӑрса хунӑ пӗрре Фома. Ку таранччен вӑл, сӑмсине ҫӗрелле усса, курӑксемпе тӗмсене шӑршласа, кичеммӗн шӑп чупатчӗ е мӗскӗннӗн уласа — те ыратни вӑл, те хуйха таврана сас паратчӗ. Хӗрсен пӳлӗмӗнче тем ӗҫлесе ларакан икӗ хӗр ытла хурлӑхлӑн пире пуҫ тайма тӑчӗҫ, ҫакӑ мана хӑратса пӑрахрӗ. Унтан вара урам вӗҫӗнче пурӑнакан хӑйӗн хурӑнташӗ патне, Нечо бай патне ҫитсе ӳкнӗ. Пӗр-пӗринче вӗсем тахҫантанпах палласа тӑнӑ сӑнара курчӗҫ, калӑн ҫав, ҫак кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнӑ туссем хальтен халь ҫӗкленӗҫ те пӗрне-пӗри табак мӑйракине сӗнсе «усӑ курӑр» е «сӗнме пултарӑп-ши?» тесе ҫеҫ калас пек, анчах ҫав сӑнарсемех хӑрушӑ, ырра систермен пек!.. Ҫӳлӗ кӗлеллӗ пушмакпа, качака чӗрнипе таплаттарнӑ пек, тӑк-тӑк! тӑк-тӑк! тӑклаттарать. Ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӑршшӗпех икӗ пралуклӑ телеграф юпи лартса кайнӑ. Пӗлетӗн-и, Гокинс: кайӑпӑр манпа пӗрле. Кӑмӑлу пулсан, эпӗ сана хампа пӗрле илсе каятӑп, — терӗ. Илемлӗ мар вӗт-ха, илемлӗ мар!.. Француз хӑйне хӑй ӗненмесӗр, ҫамрӑк офицере хучӗсене тыттарчӗ, лешӗ вӗсене хӑвӑрт пӑхса тухрӗ. Сӑмах май илсен, ҫирӗммӗш ҫулсенче сирӗн патшалӑх ҫинчен ҫапла калатчӗҫ вӗт-ха: «Польша ҫӗрмен-ха, анчах шӑршӑ кӑларчӗ»… Мӗн тумалла ӗнте халь? Вӑл шухӑша кайнӑ, селкӗшленнӗ, юлашкинчен вара хӑйӗн кисчӗ чӑнах та шуйттан хӗҫпӑшалӗ пулса тӑнине, ростовщик чунӗ мӗнле майпа та пулин портрет ҫине куҫса халӗ ҫынсене хӑратса ҫӳренине, вӗсене усала ертнине, художнике тӳрӗ ҫултан пӑрса унӑн чӗринче кӗвӗҫӳ ҫуратнине тата ыттисене те чӑнласах ӗненнӗ. Сирӗн вӑхӑт, — вӑйлисен, анчах ӑслӑ маррисен вӑхӑчӗ, — тахҫанах иртнӗ, тӑванӑм! Хӑйӗн пӗтӗм ҫамрӑк ӗмӗрне Ерофей Кузьмич таврара пуянсем патӗнче батракра пурӑнса ирттернӗ, пуринчен ытла вӑл упалла ярса тытма пултаракан, пур ӗҫе те ӑнӑҫтарса пыракан, сивӗ кӑмӑллӑ Поликарп Михайлович Дрягин патӗнче пурӑннӑ. Пичӗ унӑн темле пӗркеленсе, пӗчӗкленсе ларчӗ, тути кӑлт-кӑлт сиккелерӗ, чиркӳ юрӑҫи пулнӑ ҫын юлашкинчен чӑтаймарӗ, ача пек йӗрсе ячӗ. Пӗтӗм чуна тытса илекен ҫак калаҫӑва пула вӗҫӗмсӗр пӑлханса кайнӑ Воропаев аллине шинель кӗсйине чиксе ячӗ те тутӑрӗпе пӗрле ирхи ҫеҫпӗл чечекӗсен ҫыххине туртса кӑларчӗ, ҫӗре ӳкерчӗ. Америкӑра тӳрӗ урамсене юратаҫҫӗ, анчах кунта унталла та кунталла та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑксем ҫеҫ тӑсӑлаҫҫӗ. Тӗрлӗрен ҫуртсене — пысӑкки те пур, пӗчӗкки те — ӑҫта килнӗ унта лартса пӗтернӗ, ҫийӗсене кивелнӗ катӑк черепица витнӗ. Вара халӗ, ҫак кун ҫитсен, икӗ нимӗҫе ҫапса антарсан, каллех истребительсен ҫемйин чӑн-чӑн членӗ пулса тӑрсан, вӑл, ыттисем пекех, штаб начальникӗ патне пырса тӑчӗ, хӑй миҫе самолёт ҫапса антарни ҫинчен пӗлтерчӗ, ӗҫсем мӗнле пулни ҫинчен каласа пачӗ, унтан хӑй ертсе пынӑ лётчике мухтаса илчӗ те, паян ҫапӑҫуран таврӑнманнисем ҫинчен шухӑшласа аяккалла, хурӑнсен хӳттине кайса ларчӗ. — Мӗ-ӗ-ӗ-ӗн?! — шалтах тӗлӗнсе кайнӑ хӗрарӑмсем. — Кашни хӑйне майлӑ… — Пӗр вунпилӗк миль. Унта ҫитиччен ӗнер хамӑр килнӗ ҫултан ытла каймалла мар. — Турӑ шӳтшӗн тиркес ҫук, — шӑппӑн ӗнентерчӗ манах; пиччӗшӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларсан, унран:— Акӑ ӗнтӗ, епле-ха эсӗ халь?.. Посыльной тумтирне силлесе илсе, автан сасси пек сасӑпа ыйтрӗ: — Тасататӑр эппин? Ҫылӑхлӑ пурнӑҫӑн хӗрӳ туйӑмӗ илӗртнине вӗсем илтмеҫҫӗпе пӗрех, этем тивӗҫлӗхӗн тунсӑхлӑ ҫулӗпе вӗсем, ҫап-ҫутӑ телей ҫулӗпе утнӑпа пӗрех, лӑпкӑн пыраҫҫӗ. — Эсӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра Рада патне пырсан, ҫын тӗлӗнӗ, ятлаҫу та хускалма пултарать… Ҫавӑн хыҫҫӑн тин эпӗ хамӑн ватӑ кӗсрене йӗнерлерӗм, эпир вара ҫав маттурсем хӑйсен маскарад хатӗрӗсене пытарса лартнӑ вырӑн патнелле кайрӑмӑр. Унтан пуҫне ҫӗклерӗ те каллех:— Халь сылтӑмра мӗнле суднӑсем пулнине кала, — тесе ыйтрӗ лоцманран. Тепӗр эрнерен вӗсем пӗр-пӗриншӗн питӗ лайӑх туссем пулса тӑчӗҫ, тата тепӗр эрнерен, мӑшӑрланасси ҫинчен хӑйсем шухӑшламан пулин те, арлӑ-арӑмлӑ пуласси пирки калаҫкалама пуҫларӗҫ. Эпӗ ҫакна сӑмахпа та каласа пама пултарнӑ, ҫапах та капла аванрах. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те — ун пекки пурнӑҫра тата, тен, тӗлӗкре пӗрре пулать — хӑй умӗнчех, урам урлӑ, тӑмпа сӗрсе тунӑ ҫуртӑн стени вӑраххӑн анса ларнине курчӗ. Канӑҫсӑр ҫӗкленӳ тӗрлӗ сас-хурапа, хӗлхемле касӑла-касӑла тухать: «Ҫӗрле ҫутӑ сӳнет». Унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ. — Санпа калаҫса пӑхӑпӑр-ха эпир, — Николай Антоныч Наробразран ман пирки панӑ хутӑн тепӗр енне темскер ҫырса хучӗ. Озириcпа Изида мистерийӗсене халалланӑ Египет уйӑхӗн, Фаменотӑн, ҫиччӗмӗш кунӗ пулнӑ паян. Епископ дворецӗн пусмисем ҫинче ларакан Пӑван тӑмаланса кайнӑ шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне ҫӗклерӗ те, тытӑнчӑк тата чӗтрекен сассипе малтанах палӑртса хунӑ ответа каларӗ. Пӗвне-ҫине те вӑл ӗшенчӗклӗн тытнӑ, калӑн, — вӑл халӗ ак урисем ҫине тӑрасшӑн, анчах ниепле те хӑват ҫитереймест, тейӗн. — Славецсем, известь чулӗсем, хӑйӑрлӑ чул сийӗсем ҫӗр чӑмӑрӗ чи малтан формӑланнӑ тапхӑрта шыв тӗпне анса пусӑрӑнса ларнӑ япаласенчен пулса тӑнӑ. Чӑннипе илсен, Нагульнов юлташ, эсӗ вӗлернӗ Тимофей Дамасков, тӑрӑхласа каласан Рваный, пӗр вӑхӑтра Половцев организацийӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ, ун организацийӗн членӗсем сирӗн хуторта та пур, — сӑмах май аса илчӗ пурне те пӗлекен «хатӗрлевҫӗ». «Ҫук, Пётр Фёдорович, кунта эпӗ пысӑк инкекех курмастӑп-ха, эсир мана пур енчен те кӳрентересшӗн тӑрӑшнине ҫеҫ сисетӗп». Унӑн ыратакан куҫӗсен тӗксӗм шӑрҫисем суккӑррӑн пӑхнӑ, Петр Артамонова тӗл пулсан, вӑл ӑна ним чӗнмесӗр сывлӑх суннӑ, хӑйӗн кӑштӑрка, вӗри аллине хисепсӗр тӑсса панӑ та ҫавӑнтах каялла туртса илнӗ. — Малалла тата япӑхрах пулать! — шухӑшласа илтӗмӗр вара эпир. Ку ҫынсем е ӗҫ ҫуккипе, е хӑйсен кахаллӑхне пула нимӗн те тумаҫҫӗ. Наука халӑх тӗшмӗшлӗхне сирсех пырать. Ҫавӑн пек кӑранташпа пуҫӗ пӗлӗтсем хушшинче ҫухалакан юмахри улӑп кӑна ҫырма пултарӗччӗ. Павел кочегарка алӑкне уҫсанах, кӑмака ани умӗнче аппаланса тӑракан Данило кочегар ҫилӗллӗн ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Пурӑнӑҫра ытларах курнисемпе ваттисем ҫамрӑккисене ӑс параҫҫӗ. Суламифӗ вара хӑй ҫине, ҫаппа-ҫараамасскер ҫине, тӗкӗр витӗр пӑхнӑ та:«Пӗтӗмпех сан валли ҫакӑ, ман патшаҫӑм!» — шухӑшланӑ, хӗреле-хӗреле кайса. Пӗррехинче «Автоматчик» пымарӗ те, Кукушкин ун пирки: ӑна кушак хыпса янӑ пуль-ха, ҫав кирлӗ те ӑна, тесе хучӗ. Эпӗ вӗт сана нумай хутчен каланӑ, арҫын шанмасса, иккӗленме, юлашкинчен тата кулма та пултарать. Акӑ часах лавсен пуҫӗнче такам кӑшкӑрчӗ: — Кирюха, хуска-а-ат! Ӗлӗкрех Миргородра судьяпа городничий ҫеҫ пустав пустарнӑ тӑлӑппа ҫӳретчӗҫ, ыттисем вара, вак-тӗвек чиновниксем, пурте ахаль тӑлӑппа; халь ӗнтӗ заседатель те подкоморий те хӑйсене валли хаклӑ йышши путек тирӗнчен пустав пустарнӑ кӗрӗксем ҫӗлетсе тӑхӑнчӗҫ. Ҫакӑнпа пӗрлех Иохим хӑй ҫывӑхӗнчех тахӑшӗ хӑвӑрт-хӑвӑрт, пӑлханса сывланине туйрӗ. Ҫакнашкал юратупа маттур пулас кӑмӑла ырламалла мар! Маякин, сывлӑша чӗтретсе, васкавлӑн, хӑйӑлтатса кулса янӑ, унӑн качака сухалӗ илемсӗррӗн силленнӗ. Хӗр Ниловна патне яланах вӑл Павелпа курнӑҫма кайнӑ кунсенче пырать. Вӑл Павел ҫинчен нихҫан та ыйтмасть, вара, амӑшӗ ун ҫинчен хӑй каласа памасан, Саша ӑна питрен тинкерсе пӑхать те хӑйӗн кӑмӑлне ҫавӑнпах тултарать. Правилӑсем Эпӗ хут листи илтӗм те чӑн малтан ҫитес ҫулти тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума пуҫӑнасшӑн пултӑм. (Ямшӑк пушипеле хӗвелтухӑҫ еннелле кӑтартрӗ). Беспандин ун ҫинчен пӗлнӗ те юнама тытӑнчӗ: «Эпӗ, тет, ҫав Митькӑн хулкӗреҫисене тӑпӑлтарса кӑларӑп, ун пек пулмасан, пуҫне те пӗвӗнчен ҫапса уйӑрӑп!..» — Илсе каяҫҫӗ! — тавӑрчӗ ывӑлӗ. — Сирӗн, господасем, — терӗ вӑл чуллӑ савӑнӑҫлӑхпа, — хӑвӑр валли секундантсем, кашни енчен инкшер ҫын, суйласа илесси те вӗсене каҫхине тӑхӑр сехет тӗлне кунта, пухӑва, тытӑҫу йӗрки-мехелӗ пирки пирӗнпе калаҫса татӑлма ярасси юлать. Том мистер, мана мӗнле пулӗ-ши! «Кунта пурӑнать-и Авдотья Самсоновна?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Шутласса тӗрӗсех шутланӑ ҫав! Эпӗ йӑлӑннипе вӑл мана ещӗкрен час-часах кӑлара-кӑлара уҫӑ сывлӑшпа сывлаттаратчӗ, таврари вырӑнсене кӑтартатчӗ. Ун пек чух вӑл мана кӑкарнӑ ҫыхӑран хытӑ тытса пыратчӗ. Вӑл яшка юхӑмӗ айне аллисене тытрӗ, унтан хӑйӗн йӗкӗр ывӑҫ тупанӗ ҫине юхса тулнӑ шӳрпене ҫывӑхра тӑракан ачан ҫӑварӗ патне илсе пычӗ. Ҫав ҫирӗп те шӑнӑрлӑ старик йӑлтах пӗлсе тӑрать — хулан пӗтӗм пурӑнӑҫне купецсен чиновниксен, пупсен, мещансен мӗнпур вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлсе тӑрать. Ҫакӑн пекех Украина та хӑйне хӳтӗлеме ҫуратнӑ паттӑртан та паттӑр ачисенчен пӗрне кураяс ҫук. Анчах, ҫапла пулин те, эпӗ ун патне кайса ҫӳреме питех кӑмӑлламастӑн, хир кӑрккисемпе хир чӑххисем пулмасан, тен, эпӗ ӑна палламан та пулнӑ пулӑттӑм. Унӑн вулли ҫӑмламас, кӗҫҫе евӗрлӗ, кашни ҫулҫи ҫав тери пысӑк, пире иксӗмӗре витӗнме те ҫитмелле. Хӑйсен кам ҫине пиратла тапӑнса ҫӳрессисем ҫинчен вӗсем шухӑшламарӗҫ те. Павел кӗскен ӑнлантарса пачӗ. Ҫыртать, мур! Анчах кӗтессем пирки ан ӗненӗр. Пӗлӗтре мӗнле кӗтессем пулччӑр? — Мӗнле роле, пӗлессӗм килет? Тыткӑнри европеецсем ҫине ахальтен кӑна табу хучӗҫ. Кайрӑмӑр! — Тӑхта, халех каласа парӑпӑр, — Давыдов сӗтел ҫинчи шут шӑрҫине айккинелле шутарса хучӗ. Унта канлӗ те ирӗк, мӗншӗн тесен «Дункан» тавар турттаракан судно пулман, кӑмрӑк запасӗпе апат-ҫимӗҫсӗр тата хӗҫпӑшал таврашӗсемсӗр пуҫне урӑх нимле тиев те ҫук унта. Ҫапла шутласан, мӗскӗн хресченсен чӗрисем пӗр-пӗр усала сиснӗ пекех тапма пуҫларӗҫ. Ҫак пӑтӑрмахлӑ ир ӑна мӗн-мӗн курма тивни ҫитмен пекех, тепӗр инкек сиксе тухрӗ: правлени кил картине кӗрсен, Яков Лукич такам ӳкерсе хӑварнӑ ҫӗр улмине пусса лапчӑтрӗ те, шуса кайса, яртах тӑсӑлса выртрӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: вунтӑхӑр ҫынна хирӗҫ эпир тӑватӑ пин те пилӗкҫӗрӗн, тепӗр майлӑ каласан, пӗр ҫынна хирӗҫ икӗ ҫӗр ҫын ытла пулать. Эпӗ ӗнер, ухмаха ернӗ пекех, керменсемпе чиркӳсем тӑрӑх чупрӑм, эсир дожсен керменӗнче пулнӑ вӗт? Вӑл ӑслӑ пулнине, унӑн мораль тӗлӗшӗнчен паха енсем пуррине палӑртмассерен эпӗ ҫавнашкал хӑпартассине хӗпӗртӳллӗн, анчах ҫирӗп виҫепе турӑм, хӑпартассин чи ҫӳлти пӑнчи патне — хытӑ савӑнасси патне нихҫан та ҫитмерӗм. Урӑх нимӗнле юрӑхлӑ шухӑш та пырса кӗмерӗ, юлашкинчен герцог: «Пӗр-ик сехет шухӑшласа выртам-ха, Арканзасри пӗчӗк хулана чавса тӑршшӗ лартма май килмӗ-и», — терӗ; король тепӗр енчи хулана кайса пӑхма шутларӗ, ахалех, нимӗнле плансӑр-мӗнсӗрех, тен, турӑ пулӑшӗ укҫа тупма терӗ пулас вӑл, ман шутпа, турӑ мар, шуйттан пулӑшасса шанчӗ вӑл. — О, ҫук! — терӗ часрах боцман. — Хӗвелтухӑҫ енче. Икӗ е виҫӗ хутчен карапран пӗр кабельтовра ҫеҫ шыва аҫа ҫапрӗ. — Мӗнлескер? — ыйтрӗ Бояркин. — Ытлашши ӗҫрӗн. Иртсе кайнӑ чух, мустангер каллех гасиенда ҫинелле пӑхса илни тата вӑл каллех рашча патӗнче чарӑнса, Каса-дель-Корво еннелле нумайччен тинкерсе пӑхса тӑни мӗнех вара вӑл? Каҫар. Анчах, кирек мӗнле пулсан та, вӑл «мазикӑн» чаплӑ тухатмӑшӗ. Вӑхӑт ӗнтӗ тӑватӑ сехет патнеллехчӗ. Эрнекун, июлӗн 17-мӗшӗ. Павел сасси ҫирӗппӗн янӑрарӗ, сӑмахсем сывлӑшра татӑклӑн та уҫҫӑн илтӗнчӗҫ, анчах та халӑх салансах пычӗ, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сылтӑмалла та сулахаялла, ҫуртсем патнелле кайрӗҫ, хӳмесем ҫумне лӑпчӑнчӗҫ. Пирӗн ҫул пӗр пултӑр!.. Анчах пӗтӗм яхта тӑрӑх халиччен нимӗн те чӗнмен боцмана Элен ҫӗнтерни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ. Вӗсем хӑйсен малашнехи хурлӑхлӑ ӗҫӗсем ҫинчен каларӗҫ. Акӑлчансем чурасемпе суту-илӳ тӑвассине Африка тулашӗнче ҫеҫ мар — унта хӑйсен крейсерӗсене хута ячӗҫ вӗсем — континентӑн шалти облаҫӗсенче те чарасшӑн иккен — кунта вара миссионерсемпе ҫулҫӳревҫӗсем урлӑ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сирӗн ята ҫырнӑ ҫак хута чуптӑватӑп. Мана алӑк уҫса кӗртнӗ ватӑ швейцар та, ман ҫирен шинеле хывса илнӗ тарҫӑ та, хӑна пӳлӗмӗнче ларакан икӗ хӗрарӑмпа икӗ арҫын та, уйрӑмах Иван Иваныч князь хӑй, штатски сюртукпа диван ҫинче лараканскер, мана пурлӑх йышӑнса юлмалли ҫын тесе шутланӑн, ҫавна пула ыр сунмасӑр пӑхнӑн туйӑнчӗ. Кусене пурне те тӑвӑпӑр-ха эпир, ҫавӑнпа та эсӗ пирӗн ӗҫе кӑтартакан хут ҫине ҫырса хума ан васка, ӗлкӗрӗн-ха. Вӑл сывпуллашма тытӑнчӗ, ыран ирпе малалла каясси ҫинчен каларӗ. Ҫӗр ҫын. Вӑл ӑна тытса, масар ҫинчен таҫта ҫитиех вӑркӑнтарса яратчӗ. — Ҫук, илтмен. Нирмацкие упа пек тумлантартӑмӑр та тӑвар шывӗ ӗҫтертӗмӗр. Чӑн та ӳсӗр мар-и тесе, майор хӑйне хытах чӗпӗтсе илчӗ те ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ. Целуйко пӗр сехете яхӑн ӑнран кайса выртса пынӑччӗ, халь вӑл каллех аташма тытӑнчӗ. Анчах эпӗ сирӗн ҫине пӑхатӑп та — эсир аннӗр пирки хуйхӑратӑр, — мӗн тума кирлӗ вӑл сире? Мӗн тутарасшӑн мана эсир? Сид Тома херхении-мӗнӗ пӗрре те палӑрмарӗ. Вӑл аяккалла ҫаврӑнчӗ; чавсипе сӗтел ҫине таянса куҫне аллипе хупларӗ те куҫҫульне ҫутатнӑ пек туйӑнчӗ. Вара вырӑнсӑр, пит тарӑхмалла каҫса кайса, чӗтресе кулма тытӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ку хыпара илтсен, хамӑн няня пекех кӳренмерӗм. Эпӗ пӗр-пӗр майлӑ самант килсенех ирӗке тухасса пит хытӑ шанаттӑм: ҫак ӗмӗте нихҫан та эпӗ пӑрахман. Паллах, халӑха йӑпатма темӗнле тӗлӗнмелле япала вырӑнне кӑларса тӑратни пит кӳрентерет. Гениллӗ господин вӑл! Пичче ҫинчен никамран та ыйтса пӗлме май ҫук. Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? — Ну, паллах ӗнтӗ!.. — Эпир сире пӗлетпӗр, Воропаев юлташ — пуҫларӗ калаҫма кӑвак куҫлӑ хӗрача, — сирӗн ҫинчен пире нумай каласа пачӗҫ. Ача, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкнӗскер, ҫав вырӑнтах ларать, ӑнланма ҫук туйӑм, — тӳсейми кӳренӳпе мӗскӗнлӗх туйӑмӗ, — унӑн чӗрине кассах ыраттарса ячӗ. — Акӑ хайхи тухатни! — Аллине тытӑр… аллине! Ровоама хаджи ҫапах та, темле хаклӑ хӑнисем килессе кӗтнӗ пек, час-часах чӳрече патне пырса пӑха-пӑха илет. — Ак хӑвӑр шутласа пӑхӑр: арман пирки каласан, тӳлессине ӳлӗме хӑварма ыйтать-ха мельнике, ҫав ӗҫпе ман пата вӑл икӗ хут та килчӗ ӗнтӗ, укҫа ҫук, тет, Христос турӑ ятне те асӑнать. Ку нихҫан та пулмасть, пулмасть тетӗп!» — Тӳррипех калатӑп, — терӗ вӑл малалла, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, — хама пӗр хӗрарӑм та нихӑҫан та ҫавӑн пек юратманшӑн калама ҫук ӳкӗнтӗм эпӗ. — Пулӗ, — терӗ вӑл тӳрккессӗн, — кунта аслӑ ҫул, ман патӑмра нумай ҫын пулать, — терӗ. Ытлашши нумай курнӑ эп, ҫавӑнпа суккӑрланнӑ та … Тӑмана пек… Эхер пурнӑҫӑн йывӑр саманчӗсенче ҫак ӑшӑ кулла кӑштах та пулин курма пултарсан, эпӗ хуйха мӗнне пӗтӗмпех маннӑ пулӑттӑм. — Ну! Помяловскин «Бурсине» вулатӑп та унтан та тӗлӗнетӗп: вӑл темле, икона ҫыракан мастерскойӑн пурӑнӑҫӗ манерлӑ туйӑнса каять; кичем пулнипе ним тума аптӑраса хаяррӑн ашкӑннисене пит лайӑх пӗлетӗп эпӗ. Курайманлӑх мар, чунтан йӗрӗнни палӑрчӗ унӑн куҫӗсенче. Мюльредипе Вильсон ӗҫе пикенчӗҫ. Вӑл ун: чухне ҫул хӗрринчи хӳме ҫине хӑпарса тӑрса, салтаксене сӑмах каланӑ. Хура Степан ӑна урисенчен аялалла туртса антарчӗ, таҫталла ҫавӑтса кайрӗ: лавккасенчен, караван-сарайран перссен, тутарсен, бухарецсен ушкӑнӗ чупса тухрӗ; сарӑ халат тата симӗс чалма тӑхӑннӑ старик Петра туяпа юнарӗ: — Урус, шайттан… Ҫапла сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Викентий Краличе алӑ пачӗ, леш ун аллине нумайччен вӗҫертмесӗр хӗссе тытса тӑчӗ. Ку сӗнӗве йышӑнма юрат-и? — Эсир авланмастӑр апла пулсан?.. Аэлитӑн хул пуҫҫисем ҫӗкленеҫҫӗ, пуҫӗ тайӑлать. Пусмӑрҫӑсене курайманлӑх хулара та, таврари ялсенче те ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать, час вӑйлӑ пӑлхав хускалать. Сӑнӗсенче вӗсем ман сывлӑхшӑн пӑшӑрханни палӑрать. Вӑл ҫын аслӑ судья Тэчер, хӑйсен хулинче адвокатра тӑракан Тэчерӑн тӑванӗ пулнӑ. Паровозӑн ҫутӑ куҫӗсем тӗттӗм ҫӗр витӗр шӑтарса тухас пек пӑхаҫҫӗ, анчах мамӑк пек ҫӑра тӗттӗм тавралӑха пырса тӑрӑнаҫҫӗ вунӑ метртан ытла каяймаҫҫӗ. Эсӗ акӑ, чӑн-чӑн хуҫа пек пулса, косилкӑ айне те кӗрсе пӑхатӑн, тӗрӗслетӗн, хирте пурӑнатӑн, хӑвах сухалатӑн та, а правленире мӗн пулнине вара — ним те пӗлместӗн, илтместӗн те. Утсем утайса ҫеҫ пыркаларӗҫ те часах чарӑнчӗҫ. Нимӗн те. Вӑл хӑйне хӑй пӗрре ҫеҫ мар хурлӑхлӑн: «Пӑшӑрханмалла-и-ха ун пирки! Унӑн суранӗ тахҫанах тӳрленнӗ ӗнтӗ», — тенӗ. Ҫапла-и? — Эпӗ те чӗтретӗп, Гек. Ҫапах манӑн, ӑна курса, вӗсен ҫав иккӗмӗш номерӗ ӑҫтине йӗрлесе пӗлес килет. Эпӗ ларакан йывӑҫ патне ҫитме ҫурри анчах юлнӑччӗ, вӗсене асӑрхарӗҫ. Анчах кӑмӑл тӑранмасть мар-и, мучи ӑман тирсе ларнине куртӑм та, ҫав хушӑра шыва чӑма патӑм. Чаплӑ мар йӑхран тухнӑ хӗрачасен усрав ҫурчӗсенче хӗрачасене тӗрлӗ ӗҫе вӗрентеҫҫӗ. Анчах лешӗ ӑна курмарӗ. Мересьев ертсе пыракан лётчикӑн сӑнӗ сӑран шлем ӑшӗнче вутпа ҫуннӑ пек хӗрелсе тӑнӑ. Вӑл, ниҫта кайса кӗреймесӗр, командирӑн ҫӗкленӗ аллине сӑнанӑ. Ку япала унӑн мӑнкӑмӑлне чӗрре кӗртсе янӑ. Унтан каярах хреснашшӗ ун ҫинчен суту-илӳ тӗнчинче — Фома ӑсран тайӑлнӑ, ахӑрнех ӑна опека тутарма тивет пуль, тесе сӑмах сарсан, вӑл тарӑхса кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑраса ӳкнӗ. Нагульнов ун ҫине кӑмӑллӑн та мӑшкӑлчахлӑн кулкаласа пӑхса илчӗ: — Санӑн ача ӑсӗ, Андрей. Ҫӑкӑр туса ҫӑкӑр ҫиекен кӑна! Шиклентерет кӑштах. Тепӗр икӗ сехетрен эпӗ Рябовӑна ҫитрӗм те хам паллакан Анпадист ятлӑ пӗр хресченпе пӗрле сунара тухса кайма хатӗрленме тытӑнтӑм. Анчах каярахпа эпӗ ун пек ҫынсене сахал мар курса, тӳссе ирттертӗм. — Ку мӗн? — тенӗ вӑл, юр айӗнчен курӑнакан хура паранкӑ ҫеҫкине кӑтартса. Ӳксе ҫапӑннӑ чух хытӑ аманнӑ пулмалла. Задача кунта — ҫак ӑмӑртура социализм позицисене ҫирӗплетесси, капиталистла элементсене пӗтересси тата социализмлӑ системӑна халӑх хуҫалӑхӗн тӗп системи туса хурса, вӗҫне ҫитиех ҫӗнтермелле тӑвасси пулнӑ. Юнпа темперамент тӗлӗшӗнчен вӑл чи хӗрӳлли пулнӑ, анчах вӑл чи хӑрушӑ тамӑк витӗр тухнӑ пирки, уншӑн вунӑ пин ҫӑвартан тухакан ҫилӗллӗ сасӑсен хумӗ, ҫуллахи шӑрӑх каҫсенчи тӳлек сулхӑн пек кӑна туйӑннӑ. Жиран та хӑйне ҫавнашкалах тыткалать: малтан вӑл хӗрсе кайсах туртӑнчӗ, хӑрлатрӗ, унтан ман ҫумма выртрӗ, пуҫне ман чӗркуҫҫи ҫине хучӗ те лӑпланчӗ. — Пуп ывӑлӗ вӑл. — Ҫак иртнӗ ҫулсенче вӑл мӗнле пурӑннине пӗлместӗн-ха эсӗ. Вӗсем ҫак хула халӑхӗ юратса ӳстернӗ йывӑҫсене ҫунтарса яраҫҫӗ. Ак хайхискер тинех хӑй чи малтан пӗлмеллине асне илчӗ: ӑҫта пытанса тӑрать-ха Огнянов? Хӑйсене Вӑтаҫӗр Африкӑри таҫти вырӑнсене, хӑрушӑ, ҫӑлӑнса тухма май ҫук ҫӗре, илсе кайманнине пӗлни вӗсене кӑшт та пулин лӑплантарнӑ пулӗччӗ. Сан патӑнта унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫук-и? Мӗн те пулин пуласран хамӑрӑн ӗҫ ҫинчен сан патна та пӗлтерес тетӗп: Таймыр ҫурутравӗнчен ҫурҫӗререх карттӑ ҫинче нимӗнле ҫӗр те ҫук. — Акӑ лайӑх та, — терӗ вӑл, — мана сасартӑках аван пулчӗ. — Акӑ вӑл, ман карап, — шӑппӑн каларӗ матрос. Эпӗ каллех итлетӗп. Анчах пур япалан та вӑхӑчӗ пур вӗт. — Хам ӳстертӗм. Акӑ, эсӗ, сӑмахран, Константин Гаврилович, кӗркунне виҫҫӗр пӑта яхӑнах ҫапса илтӗн-ҫке! — Майшӑн патшалӑха эсӗ тырӑ патӑн-им? Часах вӑл тулли кӑмӑлӗпе кӑшкӑрса ячӗ: — Тупрӑм! Унтан вӑл ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса ӳкрӗ те, ҫывӑрса кайрӗ. Ватрушкӑран та темле тискер кайӑк шӑршиех кӗрет. — Анчах шел, пӗрле пулаймастпӑр эпир. Анчах хӑшӗ те пулин хӑяс пулсан та, пур-пӗрех ним те курас ҫукчӗ. — Анчах итле-ха, Кассий, апла эпир ҫула ҫухатма пултаратпӑр вӗт! — Ҫапла кая юлатӑр-и? Эх, Черня! Анчах вӗсем ҫинчен тата леш, тепӗри ҫинчен, шухӑшланипе ыйхӑ килес пур-и вара? Леноре фрау шикленнипе аллинчен виҫине ӳкерчӗ. Тепӗр кун ирхине вара ҫӑк палламан ҫын, ҫак Огнянов, кам иккенне пӗтӗм мӑнастир пӗлсе ҫитрӗ — тӗрӗксен шпионӗ иккен вӑл! Вӑл кунхи хуйхӑ та, кунӗ пекех, темле урӑхлаччӗ, — вӑл хуйхӑ сасартӑк чышкӑпа ҫапнӑ пек пуҫа ҫӗр ҫумнелле лапчӑтса лартмасть, вӑл чӗрене нумай ҫӗртен тирет те — чӗрере лӑпкӑ тарӑху ҫуратса, авӑннӑ ҫурӑма тӳрлетет. Паян тумалли ӗҫсем татах пурччӗ-ха, анчах чи кирлӗ ӗҫ вӑл — Мишка Квакин патне халех, пӗр тӑхтамасӑрах ультиматум ҫырса ярасси. Вӑхӑчӗ пит хаклӑ пулнӑ, похода тухнӑран вара та вӑл хальхи пек хаклӑ пулман. Вӑл стена ҫумӗнче пӗрре ман ҫине, тепре Николай Антоныч ҫине пӑхса тӑчӗ. Халӑха патшапа министр ӳтӗнчен йӑсӑрланнӑ ҫулӑма таса ҫулӑм тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫамрӑк гуигнгнмсен хӑйсене сӑпайлӑ, таса та чыслӑ тытмалла, вӗсен ӗҫе юратмалла, ӳт-пӗве аталантармалли упражненисем тумалла. Эпӗ ӑна вуласа тухрӑм та ҫав страница вилӗмсӗрех тӑрса юлчӗ. Урамӑн леш енче кӗпи аркине ҫавӑрса ҫыхнӑ хӗрарӑм ҫара урине юрпа йӑвалать — ҫиччӗмӗш номерлӗ ҫурт ҫаках-и, тесе ыйтрӑм эпӗ унран. Ҫӗнӗ Зеланди историнче ҫакнашкал примерсене пайтах тупма пулать. — Ара эсӗ ҫиесшенччӗ-ҫке. Енчен эпӗ эполетсемпе пулсан, ӗҫӗм те урӑхлаччӗ… — Ҫук, — терӗ вӑл мана хирӗҫ: — ку вӑл асӑрханусӑрлӑхӑн юлашкийӗ. Вӑл Тӑвар утравӗнчен те иртрӗ, ку утрав ҫинче нимӗн те ӳсмест, унта пурӑнӑҫ ҫук, чӑн-чӑн хӑйӑрлӑ масар, вӑл унтан пӑрӑнса кӗрсе коралл рифӗсенчен иртсе кайрӗ, святой Яков утравне хыҫа хӑварчӗ, ҫав утравӑн урлӑшӗпе базальт тӑвӗсен йӗрки ҫурҫӗртен кӑнтӑр еннелле пырса икӗ тӳрӗ сӑртсемпе пӗтет. Урусене ӑҫта чикетӗн эсӗ? — Эпӗ сире кӳрентерместӗп те, улталамастӑп та, Лена. Унӑн пурӑнас килет! Сулахайра, такам пӗлӗтре шӑрпӑк чӗртнӗ евӗр, шурӑ фосфор ҫутӑ мӗлтлетсе сӳнчӗ. — Уҫмаҫҫӗ пулсан, хамӑрах ҫӗнтеретпӗр, — терӗ Алексей, хӑма сарса тунӑ перрон ҫине аннӑ май. Вӗсене кунтан инҫерехе ертсе кай, тепӗр икӗ сехетрен эпир кунта пулмастпӑр. Фиала тӗппипех ӗҫмелле, тумланмалла, апат ҫимелле те унтан театра… Эпӗ ун ҫине пӑхса савӑнатӑп; юррӑн макӑракан сӑмаххисем, трактир шавланине ҫӗнтерсе илсе, тата вӑйлӑрах, илемлӗрех те кӑмӑллӑрах янтӑраҫҫӗ: Пирен ялта пӗр-пӗринпе хутшӑнмаҫҫӗ, Мана, хӗре, улахсене чӗнмеҫҫӗ,Ах, чухӑн эп, килӗшмелле тумланман, Юраллӑ мар пулӗ эп маттур каччӑна… Удупа еннелле ҫав териех хыпаланса чупсан та вӗсен пичӗсене вӗреме кӗрес пек вӗри шыв тумламӗсем сирпӗнсе пӗҫертрӗҫ. Ачи пит илемлӗ ачах мар, ҫапах вӑл мана пит кӑмӑла кайрӗ: вӑл ӑслӑ куҫӗсемпе тӳрӗ, хӑюллӑ пӑхать, сӑмахланӑ чухне те ун сассинченех вӑл хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫын иккенне уйӑрса илме пулать. Художнике пуринпе те: йӑл кулнипе, укҫапа, ырӑ сӑмахсемпе, ал тытнипе, хӑнана чӗннипе тав турӗҫ; пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пин-пин ырӑ парне илчӗ. Ӑна хирӗҫ ответленӗ пек юланутлӑ хӗрарӑм кӑшкӑрни илтӗнсе каять:— Los jndios! Сержант хыҫҫӑн уҫланка Озеров капитан утса тухрӗ. — Епле унта… пӗлетӗр-и… — ыйтрӗ вӑл, — ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-и унта е тискер чӗр чунсем-и? Лось ӗнсине хыттӑн кӑтӑртаттарса хыҫрӗ те кулса ячӗ: — Манӑн шухӑшӑмпа — унта ҫынсем пулма кирлӗ. — Хуть те мӗнле пулсан та, — терӗ Гленарван, — ытлашши ӳпкелешсе пыма кирлӗ мар: хирӗҫле ҫил пуличчен вӑл пӗрре те пулманни тата та авантарах. «Дункан» вӗсенчен кая юлнӑ тесе шухӑшласси унӑн ӑсӗнче те ҫук. — Вӑт халӗ акӑ хамӑн пӑрахут ҫине ларса пин те ҫӗр миля тӑршшӗ ҫула тухмалла пулчӗ — пӗлмелле-ҫке, мӗскер хӑтланать кунта ҫав ашкӑнчӑк ача — санран эпӗ нимӗнле хурав та илеймерӗм. Питӗм манӑн — пысӑк пит шӑммиллӗ, калмӑкӑнни пек, сассӑм — хама итлеменскер. Вӑл похода, иртсе кайнӑ хӑрушӑ вӑхӑтсене аса илет. Николай Антоныч та сӑмах тухса каларӗ. Риккардо юнашар пӳлӗмрен пукан илсе килес тесе ура ҫине тӑчӗ, анчах Пӑван ӑна чарса:— Ан чӑрманӑр, эпӗ питех те лайӑх вырнаҫӑп, — терӗ. — Ку чӑнах та, тӗрӗс, тейӗпӗр, — ытлашши шухӑ ҫав… Пӗр шухӑшран тепри хӑюллӑрах. — Ну? — ҫилӗллӗн ыйтрӗ Челкаш. Ҫав сӑмахсене хирӗҫ ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере пӗр эпӗ ҫеҫ ответ пама пултараттӑмччӗ. — Мӗнле чӗлхе! — тесе хавхаланса пырать вӑл. — Мӗншӗн вара ярасшӑн мар вӗсем? — Эпӗ тухӑҫлӑ вӗсемшӗн. Пӗр чухне темле ӑслӑ ҫын шутласа кӑларайман ӗҫсем тунӑ, тепӗр чухне козак ытахальтенех ухмаха ернӗ. Йӑлтах юнланса пӗтнӗ-ҫке. Ромашов пухӑва тӑхӑр сехетре пычӗ. Дубровский, гвардин отставной поручикӗ, Троекуровӑн чи ҫывӑх кӳрши пулнӑ, вӑл ҫитмӗл ят тытса тӑнӑ. Хуҫа арӑмӗ вунтӑхӑр ача амӑшӗ. — Ӗ? — сӑмса витӗр сивлеккӗн нӗрлетсе илчӗ Хлебников. — Ним те мар. Яков Лукич юриех савӑнӑҫлӑн хуравларӗ: — Каҫхине, хаклӑ евчӗсем, каҫхине! Халапри темӗскер хӑрушӑ япала пек, мӗнпур хаярлӑхӗпе мӗкӗрекен Антуко вулканӗ куҫ умӗнчех ларать, унтан тӗтӗм мӑкӑрланса тем пысӑкӑш вут ҫулӑмӗсем вӑркӑнса тухаҫҫӗ. — Йывӑҫ ҫинче тискер кайӑксем темӗн чухлех пулаҫҫӗ? — тесе ячӗ Том Аустин. Эсир тата кунта мӗн тӑватӑр, мадам? — ыйтрӗ вӑл, тарланӑ куҫлӑхӗ витӗр «Метеорологи сержанчӗ» ҫине пӑхса; лешӗ Юра хыҫне пытанма тӑрӑшать-мӗн. Часах урок пӗтрӗ. Ҫамрӑк ҫын, Челкаша итлесе, малтанлӑха тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахрӗ, кайран, ҫак ҫӗтӗк-ҫурханах суйнине сиссе, тутипе чаплаттарса илчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ. Вӗсем, сехри хӑпнипе халь те чӗтреме чарӑнмасӑр, Тельмарш патне ҫывхарчӗҫ. Кайса ҫывӑр, Лукич, ирӗклӗ пулма пултаратӑн. Унран кулма тытӑнчӗҫ, вара, йывӑр сулмаклӑ тулла пӑтавккасене тултарнӑ чух та чылайччен тӑрӑхласа йӗкӗлтерӗҫ. Акӑ ҫывӑхрах выртать вӑл. Вӑл проповедь каласа хӑтланмасть, мӗнпур этем йӑхӗшӗн, чӑнах та, пӗтӗм чунтан та тӳррӗн кӗлтӑвать; этемӗн мӗскӗн пурӑнӑҫӗнчи мӗнпур хуйхи-суйхисем ҫинчен тӳррӗн, ҫын илтмелле шухӑшлать. — Эпӗ ҫав. Палатӑна вӑл ылтӑн тӗслӗрех куктӗрри пулса кӗнӗ те Клавдия Михайловнӑн шуранкарах та ырӑ сӑнне илемсӗрлетнӗ. Куктӗрри ан палӑртӑр тесе, тем тӗрлӗ пудра та сӗрсе пӑхнӑ вӑл, пайтах кӳреннӗ. Вӑл вӑхӑтра Монтекристсем тата тӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑхсем» курӑнкалама пуҫланӑччӗ кӑна, эпӗ вара Сю, Дюма тата Поль де Кок романӗсене хӗрсех вуларӑм. 1958 ҫулта американецсем янӑ тӑватӑ ракетӑпа ҫапла пулса тухнӑ та ӗнтӗ: ҫитмелли ҫӗре вӗсем пӗри те ҫитеймен, курӑнман туртӑм вӑйне ҫӗнтереймесӗр, вӗсем пурте Ҫӗр ҫине каялла ӳкнӗ. Гленарванӑн ҫивӗч куҫӗсем ӑна, паллах, асӑрхамасӑр юлма пултараймарӗҫ. Элен пуҫне пӑрса кӑшт кӑна систернине курсан, Гленарван хӑй тӗрӗсех ӑнланнине ӗненчӗ. Вӑл, пӳлӗме кӗнӗ-кӗменех картсене, уҫса хунӑ ломбер сӗтелне курсан, хыттӑн кулса ячӗ. Арӑм та ҫунса кайрӗ, ачасем те… Ватӑ рабочисем тӳрех калаҫҫӗ: хуҫа патӗнче, капиталист валли лайӑхрах ӗҫлеттӗмӗр, халӗ, хамӑр хуҫа пулнӑ хыҫҫӑн, кун пек япалана каҫарма ҫук, теҫҫӗ. Иртни пӗтӗмпех манӑн асӑмра ҫав тери уҫӑмлӑн палӑрса юлнӑ! Ун ҫинче кайран Гленарван Элена каласа кӑтартрӗ, Элен Мэрине пӗлтерчӗ. Яков Лукич, купӑста ҫулҫи пекех сип-симӗс сӑнлӑ пулса кайнӑскер, пӳртне пырса кӗнӗ-кӗменех кровать ҫине йӑванса кайрӗ те минтер ҫумӗнчен пуҫне те ҫӗклеймерӗ. Эпӗ хирӗҫлесе калама пӗлместӗп сире, анчах туятӑп — ун пек мар! — тенӗ Любовь, тилӗрсе кайнӑ пекех. Вӗсене банда тесе ан шутлӑр. — Алёша! — хуллен чӗнчӗ Анюта. Ҫекундлӑха унӑн чӗри тӑпӑртатса илчӗ, унтан вӑл каллех тикӗссӗн ӗҫлеме пуҫларӗ, анчах ун ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ, йӳҫӗ тутӑпа тулчӗ. Ҫак каҫ ҫуллахи ытти каҫсенчен те тӗттӗмрех пулчӗ. Эп хам та кайран сире лӑплантаракан сӑмах каласшӑнччӗ, анчах Кукубенко малтантарах чухласа илчӗ». Каларӑм вӗт эпӗ… — терӗ. Килех, сана кӗтеҫҫӗ ӗнтӗ унта, — терӗ вӑл. — Кам унта? — кӑшт ҫӗкленсерех ыйтрӗ Ярцев. Эсӗ пире юлташлӑхӑн никам пӑсма пултарайман законне хисеплеттерӗсшӗн мар курӑнать, хамӑр тӑвансене кунта хӑварасшӑн, вӗсен тирне чӗрӗллех сӳтересшӗн е козак ӳчӗсене тӑватта пайлаттарса, вӗсем ку таранччен гетмана тата вырӑссен Украйнӑри чи лайӑх витязӗсене сӗтӗрсе ҫӳренӗ пек, хуласемпе ялсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳреттересшӗн. Вӑл ҫӗрлеччен ларнӑ, старике персе вӗлересшӗн пулнӑ, анчах ыттисем яман. Ачасемпе хӗрарӑмсем поезд ҫинчех юлма пултараҫҫӗ, ыттисем аллисене кӗреҫесем тытчӑр та и каҫчен юр хырччӑр. Вара вутӑ илме пултаратӑр. «Юрӗ, ҫакӑнта алтса чикчӗрех, — шыраса тупма лайӑх пулать», — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Пире Лантенак кирлӗ. «Мӗншӗн ӑна суйласа илтӗм-ха эпӗ? — тесе ыйтнӑ вӑл хӑйӗнчен. Ӑна итлеме те интереслӗ пулнӑ пулӗччӗ. Унтан вӑл тепӗр хут вӑйлӑн уртӑнса ҫӗкленчӗ, бойница айӗнчи карниз ҫине чӗркуҫҫипе тӗреленчӗ, сылтӑм аллипе пӗр катӑкран, сулахаййипе — тепринчен тытса уртӑнчӗ те амбразура хӗррине ҫитрӗ. Том Сойер Тэчер судьяпа пӗрле пӗр киме ҫинче пычӗ. Лашасене расписанипе тӑрантарас пулать… — Ӑҫтан пӗлетӗр эсир — вӑл кокетка иккенне? — сулхӑммӑн ыйтнӑ Фома, мӑйӑхлӑ господин патнелле ҫывхарса. Кун пирки кайран хӑех каларӗ. Анчах кала-ха, Толине, Европа ҫинчен шухӑшсем мӗнле сан, е тӗрӗсрех, тӗнчен ҫав пайӗ ҫинчен сире вӗрентекенсем мӗн шухӑшлаҫҫӗ? Пурте аллисене сарса пӑрахрӗҫ, анчах кая пулчӗ: шампа самантрах умран ҫухалчӗ. — Ҫук, — терӗ Тимур. Пире тем те пӗр шантарнине ан ӗненӗр… Ах, леш серб е болгар-и, эсӗ мана каласа кӑтартнӑччӗ? Апла, эппин ку вӗсен йытти-и-ха? Сивӗ те пушӑ чиркӗве кӗчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн чиркӳ алӑкӗсене питӗрсе илчӗҫ. Мӗнле майпа хӑвӑртрах парас та тухса каяс-ши!» — Тухса кай, кинеми! Эпӗ пӗр сӑмах та пулин каласса та кӗтнӗ вӗт вӑл… Павел епле хӗпӗртӗ, э? Хӗрӗ ӗнтӗ — ытарма ҫук лайӑхскер! Авланасси ҫинчен сӑмахлама Яша юрататчӗ. — Ҫак сӑмахсем пур еннелле те янӑраса кайрӗҫ. Хӑвӑр ӗҫе тӑвӑр, анчах, мӗнле пулсан та, Шырланпуҫ ҫывӑхӗнче е хуторта мар, ӑҫта та пулсан ҫеҫен хирте тӑвӑр… Эпир Тумана парӑнтартӑмӑр, пире тӑшманла йӑхсене тӗп турӑмӑр, Туман халӗччен пулӑхсӑр пулнӑ тӳремлӗхӗсене шӑвармашкӑн, ҫурхи шыв пухмашкӑн управсемпе пысӑк-вӑрӑм каналсем тума пуҫларӑмӑр. Пӗрре гувернантка кучера лавкка умӗнче чарӑнса тӑма хушрӗ. Ҫав хушӑра ыйткалакансем пирӗн кӳме тавра сырса илчӗҫ. Ҫакӑн пеккине курса хӑнӑхман Европа ҫыннин куҫне ҫак халӑх пит хӑрушшӑн туйӑнса кайрӗ. Инҫетре, хулан тепӗр енче, Ӑмӑрткайӑк пикӗн пӑхӑр тӗслӗ ҫамки курӑнчӗ. Вӑхӑта палӑртса хӑвараканни уншӑн нимӗн те пулман. Ҫутӑ пирӗншӗн сехет вырӑннех: пӗр ҫутӑ курӑнчӗ пулсан, часах тул ҫутӑлмалла, эпир вара пытанма тата сулӑ кӑкарма юрӑхлӑ вырӑн шырама тытӑнатпӑр. — Эсир, подпоручик, пирӗннисемех, пензӑсемех, пуласчӗ? Вӑл кӗтмен ҫӗртен вӑрах чупма пуҫланӑ та тепӗр минутӑран пачах чарӑнса тӑнӑ. Маориецсен ҫулпуҫӗ сӑрт патне лава юхса анман ҫӗртен ҫавӑрӑнса пычӗ, анчах вӑл та пулин ҫӳлелле пӗр утӑм та улӑхмарӗ. Казондоне ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл вӗсене урӑх курмарӗ, пуян чура сутуҫин ҫурчӗ йӗри-тавра тытнӑ хӳме тулашне те тухаймарӗ: Уэлдон миссис пысӑк ачаран — Бенедикт пиччӗшӗнчен — нимле пулӑшу та курманни ҫинчен каламалла-ши? Гранатисене ярса тытса, Юргин атакӑна хатӗрленме команда пачӗ. — Эх, Мерри! — тесе асӑрхарӗ Сильвер. — Эсӗ каллех капитан пулма шуса кӗме шутлатӑн, курӑнать? Пирӗн калав пуҫланнӑ кун Елена кулленхинчен ытларах чӳрече умӗнче тӑрса ирттерчӗ. Ҫакӑнтан вара пӗр тӑватӑ кун иртсен Азамат крепоҫа пычӗ. Юрӗ, халӗ кирлӗреххи ҫинчен калаҫӑпӑр, — тесе Фёдор бандитсем килсе тапӑнни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. Тепӗр чух ӑна эп пурри тӑкӑскӑлантарса тӑвӑрланӑ пек те туйӑна-туйӑна каять мана, анчах ку уйлав темиҫе кун каярах кӑна-ха ман кашни асӑрхаттару, кашни ҫаврӑм пуплев унра калама ҫук пысӑк кӑсӑклӑх ҫуратнипе питӗ те начар ҫыхӑнать… Лозневоя месерле ҫавӑрса хурас тесе, Андрей ӑна хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ, анчах ҫак самантра вӑрманта винтовка сасси янраса кайрӗ. Унта мана интереслӗ ҫынсем кӗтсе илетчӗҫ: Николай Угодник манерлӗ кӑвак пуҫлӑ платник Уҫӑп, ҫивӗччӗн ӗҫлекенскер те ҫивӗччӗн сӑмахлаканскер; ҫуртсен тӑррисене витекен курпун Ефимушка; турра кӗлтума юратакан каменщик Петӗр, шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын вӑл та святой манерлӗскер; штукатур тӑвакан Григорий Шишкин, йӑваш та ырӑ сӑнӗпе ҫутӑлса тӑракан сарӑ сухаллӑ, кӑвак куҫлӑ чипер ҫын. Ытти чылай ҫынсемпе ҫывӑхланайманни пачах урӑх сӑлтавран килчӗ. Вӑл ман кӑкӑрпа пит умнелле нумай тӗтӗм вӗрсе кӑларчӗ, ӑшӑ аллипе ман мӑйран ыталарӗ те, хӑй патнелле туртса илчӗ. — Ҫав хайхи эн-зе ҫумне хушса пачӗҫ пулӗ, тен, — терӗ Умрихин; каҫхине икӗ талӑклӑх запас продуктсем панӑ-мӗн (ытларах ҫапӑҫма тур килсе тухсан кирлӗ пуль тесе ӗнтӗ), анчах Умрихин ӑна ҫӗр каҫа ҫисе яма та ӗлкӗрнӗ иккен. Огнянов, кам шӑхӑрнине пӗлесшӗн пулса, енчен енне пӑхкаларӗ. «Мӗнтен тӗлӗнмелли пур вара унта! Таҫта аякра, ҫӗр тӗслӗ сасӑсемпе тулнӑ шав ӑшӗнче ҫӗне команда сӑмахӗсем янранӑ хушӑра, пӗтӗм группа мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн, анчах тачӑ строя малтанхи пекех тытса пырса, нимӗҫсен ҫулне пӳлме вирхӗнчӗ. Шӑрпӑк ҫутса пӑхрӗҫ. Ҫил ҫинче вӗлтлетекен ҫулӑма тумтир аркипе хупласа, фанера ҫине ҫырнине вуласа тухрӗҫ, унта: «Станцирен, хӑвӑр ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнтах кайӑр. Гекльберри, пӑрахут патнелле иш: эпир хулана ун ҫине ларса каятпӑр. — Господин Паганель, — эсир повар-и вара? — тесе ыйтрӗ Роберт. Сунарҫӑ ӑссӑрланнӑ ҫыннӑн шухӑшне чухласа илнӗ. Мана Петр Егоров Рябинин теҫҫӗ, урӑх ятпа — Шило. — Эх, эсӗ!.. — кӳренӳллӗн те ӳпкевлӗн кӑшкӑрса ячӗ карчӑк. Ме-ха тыт, — терӗ вӑл, Павкӑна алшӑлли парса, — пӗр вӗҫне шӑлусемпе ҫырт, тепӗрне аллуна туртӑнтарса тыт. — Вӑл чӑнах-и, Морис Джеральд? Атте хулара ҫулталӑк ытла курӑнмасть ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ лӑпланса та ҫитрӗм; курас килмест манӑн ӑна. Пӗр каҫхине Давыдов патне, хваттерне, ваттисен делегацийӗ пырса кӗчӗ. Унтан вӑл: «Санпа пакӑлтатса тӑрса кӑмпа та пуҫтараймӑн. Подпоручик ҫатан ҫумӗпе хыпалашса, аллипе унран тыта-тыта пычӗ, куҫӗ тӗттӗме хӑнӑхасса кӗтрӗ. Нихҫан та ун ҫӳҫӗ ҫамки ҫине ҫавӑн пек аяла усӑнса анманччӗ, нихҫан та вӑл янаххине галстук ӑшне ҫав таран пытарманччӗ! Ватӑ Бульба унта мӗнле ҫӗнӗ атаман пуррине пӗлес тесе ҫаврӑнса пӑхрӗ те, Умански курень пуҫӗнче лаша ҫинче ҫӗлӗкне каялла чалӑштарса тӑхӑннӑ, аллине атаман палици тытнӑ Остап ларнине курчӗ. Эпӗ пулӑшма чӗнӗп. Хӑш чухне темӗн ҫинчен каласа панӑ пекех аташать. — Тен, ыйтусем паратпӑр? Сӑн-питрен салхуллӑ курӑнакан Лушка кухньӑнала тухрӗ. — Анчах мӗн тума пурӑннӑ-ха эсӗ, э? Пур рабочи те пирӗн юлташ, пур пуян та, пур правительство та — пирӗн тӑшмансем. Петр, хӗрсем ҫине пӑхкаласа тата хӑйне хӑлхинчен туртса, ҫынсем сисмелле мар кулса илчӗ. — Улпутӑмсем! Ҫапла вара, кометӑн хури ӗмӗрӗпех пулмасть; пӗр-пӗр чухне вӑл яланлӑхах пӗтсе ларма пултарать. Тельмарш пӗр вӑхӑта шухӑша кайса ларчӗ, унтан хӑйне хӑй хирӗҫлесе: «Ҫитет сана сӳпӗлтетме, вӑл ҫын-и вара?» терӗ. Ах, вӑхӑт, вӑхӑт! — терӗ. Ҫакна пула, классикла музыка ҫӑмӑлтарах тесе шутласа тата хама урӑхларах йышши ҫын пек кӑтартасшӑн тӗмсӗлсе, эпӗ сасартӑк нимӗҫ композиторӗсем ҫырнӑ музыкӑна килӗштерсе пӑрахрӑм, «Sonate Pathétique» мана, тӗрӗссипе калас-тӑк, тахҫанах чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ҫав сонатӑна Любочка каланӑ чух ытла та хаваслантӑм, хам та Бетховенӑнне каларӑм, тата ку ята Беетховен текелерӗм. Вӑл — ача пекех, ачаран ытла мар… Ҫавӑнтах сулахай урине салтса икӗ енчен юн кайнине асӑрхарӗ, — пульӑ ун пӗҫҫине шӑтарса тухнӑ иккен. — Намӑса пӗлесчӗ… ун пек ҫынран кулма, — тарӑхсах сӑмах хушрӗ Макариха. Пыр, кай, шыра! Вольтерсем пур чухне Маратсем пулаҫҫех. Унта, уҫӑ пӗлӗт айӗнче, тулли лавсем, грузовиксем, урапасем тата йӗнерленӗ утсем хушшинче капӑр кӗписене ҫӳлелле тавӑрса чикнӗ казачкӑсем, хӗрлӗ ялавсем ҫӗкленӗ ачасем тата черкескӑсем тӑхӑннӑ пӑшаллӑ казаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, казаксенчен нумайӑшӗ кӑкӑрӗсем ҫине «георгисем» ҫака-ҫака янӑ. Унтан лаша ман еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ те, малти урин чӗрнине тути патне илсе пырса, тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартрӗ, ҫапла туса вӑл эпӗ мӗнле апат ҫини ҫинчен пӗлесшӗн пулчӗ. Лутра кӑна тусанлӑ сӑртсен ӗречӗсем, таҫтан-таҫтан сарӑлакан ҫара тӳремлӗхсем, кунтисен чӗлхипеле «буша» текенскерсем, юлашкинчен, питӗ сайра тӗл пулакан улӑхсем темиҫе миль тӑрӑшшӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри ылмашӑнса пыраҫҫӗ. Мӗн чухлӗ сӑр, мӗн чухлӗ ритм, таҫта тӑваттӑмӗш виҫене сиксе тухма тӑрӑшни мӗн чухлӗ! Мӗн тума пӗр-пӗччен ишмелле-ха? — терӗ виҫҫӗмӗшӗ. — Пулӑш! — тӳсеймесӗр чӗнчӗ Лозневой. Эпӗ сӗмсӗрленсех Тургенева вулатӑп та унӑн пурте пит ӑнланмалла пулнинчен, пурте кӗркуннехи пек витӗр курӑнса тӑнинчен, унӑн ҫынӗсем пит таса пулнинчен тата вӑл йӑвашшӑн та ыррӑн каласа пӗлтернисем пурте пит лайӑххинчен тӗлӗнетӗп. Анчах унӑн аллисем йӗпеччӗ ӗнтӗ, унӑн ӗнси хыҫне , ҫаннисем ӑшне шыв юхатчӗ, хул лапаткийӗсем шӑнса кайма ӗлкернӗччӗ. Казак ҫийӗнчи хӗҫпӑшалне яланах янӑрамалла мар, чӑнкӑртатмалла мар туса майласа хунӑ. Унӑн айӑккипе пыракан кукӑр-макӑр тӑвӑр сукмак тарма пӗртен-пӗр майлӑ ҫул пулса тӑрать. Шел пулчӗ ҫеҫ. Кунта вӑл 1811 ҫулти январьте икӗ юлташӗпе пӗрле анса юлнӑ, вӗсем харсӑрланса ӗҫе пикеннӗ. Унтан аллинчи туйине, питӗ йывӑр япала ҫӗкленӗ пек, вӑраххӑн, унпа такама ҫапма хатӗрленнӗ пек, ҫӗклерӗ. _________________ Вӑл каялла тухма та пултаратчӗ, мӗншӗн тесен Вышимирский ӑна кӗрсенех:— Сире кӗтеҫҫӗ, — терӗ. Сыв пул, пурнӑҫ! Судья таврӑннӑ вӑхӑтра пӗтӗм ҫурт ҫывратчӗ-ха. Киле таврӑнсан, Наталья амӑшӗн пӳлӗмне кӗрсе пӑхрӗ, вӑраннӑ амӑшӗ, темӗнрен тӗлӗннӗ пек, куҫхаршисене ҫӳлелле хӑпартса, аллисене пуҫӗ айне хурса, месерле выртнине курчӗ. Чирлӗ ҫынна та ан тив. Мересьев нумайранпа ӗҫсе курман пирки эрех хӑйӗн пуҫне пырса тивнине, вӑл пӗтӗм шӑмми-шакки тӑрӑх ӑшшӑн та лӑпкӑн сарӑлса кайнине туйрӗ. Шӑп пулчӗ. Вӑй кӗртекен Хӗвел сӳнчӗ. Анчах вӗсем хӑйсем мана кансӗрлеме пӑрахас пулсан тата аванрах пулнӑ пулӗччӗ — урӑх нимӗн те кирлӗ марччӗ мана! Ҫак йӗр хӑй ури йӗрӗ мар иккенне чухласа илчӗ вӑл. Гекльберри ирӗкле кайӑк евӗрлӗ пулнӑ, ӑҫта ҫӳрес килнӗ, ҫавӑнта ҫӳренӗ. Ҫанталӑк лайӑх чухне вӑл ют ҫынсен пусма картлашкисем ҫинче ҫӗр каҫнӑ, ҫанталӑк ҫумӑрлӑ пулсан — пушӑ пичкесем ӑшӗнче. Унӑн ни шкула, ни чиркӗве ҫӳремелле пулман, унӑн никама итлемелли те пулман, пуҫлӑх тавраш та пулман унӑн. Хӑйӗн хӑҫан кӑмӑл пулнӑ — ҫавӑн чухне тата хӑйне кӑмӑла кайнӑ ҫӗрте вӑл пулӑ тытма е шыва кӗме пултарнӑ, шывра та хӑйӗн мӗн чухлӗ ларас килнӗ, ҫавӑн чухлӗ ларма пултарнӑ. Ҫапӑҫма та ӑна никам та чарман. Сӗм-ҫӗрле пуличченех ҫывӑрма выртмасӑр та пултарнӑ. Ҫуркунне вӑл ытти арҫын ачасенчен чи пирвай ҫара уран ҫӳреме тытӑннӑ, кӗркунне вара пуринчен кайран урине мӗн те пулин тӑхӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе каҫса ӳкме… Воропаев Васютинпа паллашман пулнӑ, хӑй патне вӑл пӗр именмесӗр, пуҫне пысӑка хумасӑр кӗни ӑна килӗшрӗ; сӑн-пичӗпе те Васютин ӑна тӳрех кӑмӑла кайрӗ. Николай Артемьевич фрондерстви акӑ мӗнре пулнӑ: тӗслӗхрен, нерва сӑмаха илтсен вӑл: «мӗн вӑл нерва», тенӗ, е кам та пулин ун умӗнче астрономи тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен каласан: «эсир астрономие ӗненетӗр-и вара?» тесе ыйтнӑ. — Ӑнланма тивӗҫ! — терӗ Павел хыттӑн. Ҫуркунне хӑйӗннех иле пуҫларӗ, ҫавӑн пекех революци те калама ҫук хӑвӑрт ҫите пуҫларӗ. — Кайрӑм, сирӗн преосвященство. Пӑхӑнмаллах пулчӗ. Пульӑран та, вӗшле йытӑран та тарнипе хӑтӑлма ҫук. Эсир мана юратмастӑр пулсан, ҫав йывӑҫ кӗлетке сирӗншӗн манран хаклӑрах пулсан, полковник патне кайӑр та: эсир сӗнекен судпа килӗшетӗп, тесе калӑр. Ир тӗлне Суламифь ҫут тӗнчере пулайман вара. «Тӗлӗнмелле япала пулса тухрӗ, пан писӑр». Леш ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ, анчах вӑл пурпӗрех хускалмарӗ. Эпӗ ҫавна пӗччен ҫеҫ курнӑ пулсан, хама ухмаха ернӗ тесе шутлӑттӑм. Икӗ енӗпе ӳсекен каралач тата чинар вӑрманӗ ҫав тери ҫӑра та чӑтлӑх пулнӑ, ун витӗр нимӗн те курӑнмасть. Арҫын чурасене йывӑр ӗҫлеттереҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене хӗвеланӑҫпе хӗвелтухӑҫ ҫыран хӗрринелле, унтан вара Испани колонийӗсене е Маскатпа Мадагаскара ӑсатаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне аялтан пирӗн пата эрехпе апат-ҫимӗҫ таврашӗ парса ячӗҫ, вӗсене шӑлтӑрма урлӑ янӑ кантрасемпе хӑпартрӗҫ. — Килӗрен тӑхӑрвун пилӗк тенкӗ, — терӗ мӑкӑртатса Влас. — Ҫук, сэр. Кунта майор Мак-Набспа господин Паганель пулсан, авантарах пулӗччӗ. Юлашкинчен Клюбер таврӑнса тепӗр ҫур сехетрен апат хатӗр пулать, тесе пӗлтерчӗ те, унччен кеглле выляма сӗнчӗ; хе-хе-хе! ун хыҫҫӑн апат лайӑх анать, — хушса хучӗ вӑл кулса. Халӗ тӑшмансем ҫулҫӳревҫӗсем умӗнче аванах курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен йышне шутласа илме те ҫук. Ҫавӑн чухлӗ выҫӑ кашкӑрсем пӗр кӗтӗве пуҫтарӑнни нихӑҫан та пулман. Эпӗ хам пӗрре этем хулпуҫҫи ҫине аран хурса ҫӗклеме пултаракан пӗр кита куртӑм. Каютӑра е палуба ҫинче кубиксемпе сӑмах туса е алфавитри саспаллисене пӑтраштарса кашни кун нумайччен аппаланчӗ вӑл. Кун пекки нихҫан та пулманччӗ-ҫке. Акӑ-ҫке, ҫынна мӗн тери пӑсса пӑрахма пулать. Ромашов полк дежурӗн пулӑшаканӗччӗ, ҫавӑнпа унӑн, вилене кайса пӑхнӑ чух, ирӗксӗрех унта пулма тиврӗ. Пӗр кун, унтан ыйхӑсӑр каҫ вӑраххӑн шуса иртрӗҫ, тепӗр кунӗ татах та вӑраххӑнрах иртрӗ. Америкӑра кун пек япала пулмасть. — Эпӗ санпа пӗтӗмӗшпех килӗшместӗп, — калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Ҫутҫанталӑк пире яланах… юрату ҫинчен систермест. Акӑ вӑл ҫывӑрма выртас тесе ҫеҫ тӑратчӗ, лейтенант пӳлӗмне денщик кӗнине курах кайрӗ; денщик хӑйӗн аллинчи мундира пӑтана ҫакса хучӗ, сад енчи кантӑка уҫса пӑрахрӗ, пӳлӗме тирпейлерӗ, вара хӑй хыҫӗнчен алӑкне хупса хӑварса тулалла тухса кайрӗ. Ытти ҫынӗсем кил ҫинчен ҫакӑн пекех хумханса та хурланса, тилмӗрсе калаҫнине курманччӗ-ха вӑл. Ҫулталӑк каялла пуҫларӑм та… Хӑш чухне мана ҫак ҫынӑн чунӗ вырӑнне, сехетри пек, темле механизм ӗҫленӗ пек, ӑна тӳрех пӗтӗм пурӑнӑҫ валли заводить тунӑ пек туйӑнатчӗ. Эпир, кӑшт канас тесе, кунӗпех тӗмсем хушшинче ҫывӑртӑмӑр, кайран, ӗнтрӗк ансан, сулӑ патне тухрӑмӑр та — пирӗн кимӗ ҫук! Эп ӑна юр ӑшне чикрӗм. — Кунти колхозра ӗҫсем япӑх-им? — ыйтрӗ Огарнова, чупнӑ ҫӗртен сасартӑк чарӑнса тӑнӑ пек шӑпланса. Мӗнле тӗмсем патне? Вӑл чарӑнчӗ те:— Ҫук, кусем манӑн мар: кунта икӗ хӗрачапа пӗр арҫын ача, — терӗ. Хам пӗчӗк ача пулнӑ пирки кичемленнине ӑнланман эпӗ ун чухне. Взрыв вӑйӗпе ҫӳлӗ йывӑҫсем те, курӑксем пек, темиҫе пин тӑваткал километр хушши йӑваннӑ. Хӑйӗн шефӗпе ытахаллӗн калаҫма юратакан шофер ҫапла каларӗ: — Майор юлташ, шоферӗсем те вӗсен ҫӑвара карса тӑмаҫҫӗ. Ҫак пӗлӳ вара темӗнле кӗнекерен те чеереххи, ун ҫинчен кӗнекесем ҫинче нимӗн те ҫырман… Нумайӑшӗ ӑна килӗшнӗ тата — вӑл ӑнланнӑ тӑрӑх — ӑна хӑйне те чылайӑшӗ килӗштернӗ, анчах юлташлӑх нихҫан та туслӑха куҫман. Кунта Нью-Йоркринчен пачах урӑхла. Каярахран Старик хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса утнӑ: — Чӑн ара, ун пек сӗтӗрӗнчӗке кӑнтӑрла хунарпа шырасан та урӑх тупайрас ҫук. Килйышӑнта — ултӑ чун, ӑҫтан ун чухлӗ ҫӑкӑр ҫисе яччӗр-ха вӗсем? Чимӗр-ха… аса илтӗм-ҫке! — Эсир хӑвӑршӑн усӑ пулнине хирӗҫ калаҫатӑр. Вӑл мана кӗтсе тӑнӑ пулас. Унӑн умӗнче Том нимӗн хускалмасӑр выртать. Анчах чунилли ун ҫине пӑхмарӗ те. Вӑл хӑйӗн юнланнӑ ҫӗҫҫине курӑкпа шӑлса тасатать. Тата килте — кичем пӗччен… Ҫав вӑхӑтрах эпӗ «кун йӗркине иртен пуҫлама» вӗренсе ҫитрӗм, ҫакна вара эпӗ мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех тытса пыратӑп. Кам та пулин ман хута кӗни, пулӑшни кирлӗ. Ҫапах та виҫҫӗмӗш кадриль умӗн вӑл уҫӑлса кайрӗ, залӑ тӑрӑх, конькипе пӑр ҫийӗн ярӑннӑ чухнехи евӗр, шуҫкалакан утӑмсемпе хӑвӑрттӑн вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те уйрӑммӑнах хыттӑн евитлерӗ: — Кадриль-монстр! Эпӗ вара вӗсене, пачах урӑхла, хам вӗсемпе ҫывӑх пулма нимӗн чухлӗ те тӑрӑшманнине кӑтартса патӑм. — А камӑн ҫырӑвӗ? — тесе ыйтать приказчик, йӑл ҫуталса тата сиккеле-сиккеле илсе. Ох, миссис Гарпер, эпӗ ҫакна епле тӳссе ирттерессине хам та пӗлместӗп-ҫке. — Анчах ҫак калама ҫук пысӑк плана пурӑнӑҫа кӗртмешкӗн пирӗн апат-ҫимӗҫ ҫитейӗ-ши? Вара Сережа ӑна аллинчен тытрӗ. Куҫ умне кашкӑр кӗтӗвӗ пек усал ҫил-тӑвӑл, Урал, шартлама сивӗсем тухса тӑраҫҫӗ. Крахмалпа хытарнӑ таса кӗпе ҫухависем вырӑнне — унӑн хӗвелпе пиҫнӗ мӑйне канаус бешмечӗн хӗрлӗ ҫухави ҫавӑрса илнӗ. Хуҫа хӑйӗн кил-йышӗпе тата йышлах мар хӑнисемпе пӗрле сӗтел хушшинче ватӑ рабочисемпе пӗрле ларчӗ, ҫивӗч чӗлхеллӗ шпульницӑсемпе «тӑварлӑ» сӑмахсем каласа шӳт турӗ, нумай ӗҫрӗ, ҫынсене савӑнӑҫлӑн пулма хавхалантарчӗ, ҫав хушӑрах, кӑвакарса кайнӑ сухалне аллипе ик еннелле сиркелесе, хӗрӳллӗн кӑшкӑрчӗ: — Эх, ачамсем! Корольпе герцогӑн шалчи тулчӗ Ҫапла каларӑм та, лаша кӳлсе, хулана тухса кайрӑм; ҫур ҫултан иртсен курап; такам мана хирӗҫ лавпа килет; пӑхап та — кам пуль тетӗр: Том Сойер! — Тӗлӗнмелле аван вӗт-ха ку, полк командирӗ юлташ, юлашкинчен те пулин ҫакӑн пек ҫанталӑк пуҫланса кайни? Вӗсем виҫӗ хут чуп туса сыв пуллашрӗҫ те уйрӑлчӗҫ. Шутне те тупас ҫук! Арӑмӗ ун аллине пӗр хӑяр тата йывӑр ҫӑкӑр татӑкӗ тыттарчӗ; хӑярӗ ӑшӑ пулнӑ, ҫӑкӑрӗ, чуста пек, пӳрнесем ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗ. «Саншӑн эпӗ тем тума та хатӗр, панночка! — терӗ вӑл чунтан хумханса. — Ну, мӗн тумалла! Дефорж вӑл мӗн каланине ӑнланаймарӗ, ырӑ каҫ кӑна сунчӗ. — Мустангпа американски лаша пӗрле кайнӑ; вӗсем ҫав сукмакпах кайнӑ тесе каласшӑн эпӗ. Эпӗ санран мӗн шухӑшлани, мӗншӗн кулянни ҫинчен нихҫан та ыйтса анӑратмастӑп-ҫке. Такам юрӑ ҫемми май шӑхӑрса тӑнӑ, ҫак ҫивӗч, хӑлхана касакан шӑхӑру, вӑйлӑ сасӑсен хӳмне хӑваласа ҫитсе, иртсе кайнӑ. Городничий ҫӗнӗ шпагӑпа пыни вӑл ун патне пысӑк сӑлтавпах килнине пӗлтерчӗ, ку ӗнтӗ Иван Ивановича пушшех те тарӑн шухӑшлаттарчӗ. — Эпӗ ку, Вакула, тимӗрҫӗ! Хамӑр ӗҫ ҫинчен темиҫе сӑмах калам-ха: пирӗн Половцева кӑна ярса тытмалла, тата, мӗнле пулсан та, чӗррӗн тытмалла. Районри контроль комиссийӗ, партие пирӗн аслӑ строительство ӗҫӗнче тӗрлӗ оппортунистсенчен тасатма тивӗҫлӗскер, паллах ӗнтӗ, Нагульнов пирки хӑйӗн вывочӗсене тӑвӗ. Дамянчо сӑмахӗпе ӗнтӗ ҫак юрӑ граф хӑйӗн арӑмне чунтан савса юратнине пӗлтерет имӗш. Мозаика тата? — Анчах вулама вӑхӑт ҫук пулӗ-ха. Эпӗ пӳлӗмрен ывтӑнса тухрӑм та, ним курми, ним пӗлми тенӗ пек, пуп килӗ еннелле вӗҫтертӗм. — Вӗсем ӑна вӗлерчӗҫ, аслӑ пиччене те вӗлерчӗҫ, — инвалидчӗ вӑл, аллине йӗтем ҫинче машин касса татнӑччӗ унне. Ҫук-и? Вӑрҫӑ час пӗтесси пур енчен те курӑнатчӗ ӗнтӗ, ҫавӑн ҫинчен Вальӑпа Иван Павлыч мана тимсӗлсе итлетчӗҫ, вӗсен итленӗ сӑн-сӑпачӗ тӑрӑх каласан, пирӗн ҫарсем ҫитес вӑхӑтрах Берлин хулине илни ҫинчен командующине юлашки рапорт параканӗ эпӗ хамах пулатӑп тейӗн ҫав. — Тур парсан кайӑпӑр-ха, кайӑпӑр… Мери Джейн короле ыталаса илчӗ, Сюзаннӑпа Куян Тути герцога ҫупӑрларӗҫ, пуҫланчӗ вара ыталанасси те чуптӑвасси, кунашкал япала нихҫан та курман. — Учительница ӑна унсӑрах пӗлет, — тӗрексен аллине ҫакланман иккен те — апла сывӑ пулмасӑр. Вӗсем малтан ҫак уҫланкӑ тӑрӑх тӑвалла каяҫҫӗ те унтан каялла таврӑнаҫҫӗ. Вӑл крыльца ҫине тухнӑ ҫӗре тӳпене ҫӑлтӑрсем тухса тулнӑ. Ирсерен эпӗ хуҫа тумтирне тасатнӑ чух унӑн брюки кӗсъисенче укҫасем чӑнкӑртататчӗҫ, хӑш чухне вӗсем кӗсъерен тухса ӳксе урай тӑрӑх кусса каятчӗҫ, пӗрре темле тенки шӑтӑк витӗр пусма айнелле, вутӑ сарайнелле анса кайрӗ; эпӗ ун ҫинчен калама мантӑм, виҫ-тӑват кунтан вутӑ хушшинче ҫирӗм пуслӑх укҫа тупсан тин астуса илтӗм. — Эй, эсӗ! — кӑшкӑрчӗ Джим. — Епле лайӑх лаша хатӗрлерӗм эпӗ сан валли, — пуҫларӗ вӑл: — курӑн-ха акӑ. Лавӗсем чарӑнса тӑнӑ. Илем кӑна мар тӗлӗнтерсе тыткӑнланӑ мана Олеҫҫӑра, унӑн пӗр-пӗтӗм, хӑйне уйрӑм, ирӗклӗ кӑмӑлӗ те, унӑн ӑсӗ, пӗр вӑхӑтрах тӑп-тӑрӑ та еткерле тӗшмӗшлӗхпе ним кисретейми хӳптӗрленсе ларнӑскер, ачалла айӑпсӑрскер, ҫаплах тата хитре хӗрарӑмӑн чеелӗхне ҫухатман илӗртмӗшӗ те. Вӑл сисмелле мар пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса, хӗрӗн мӗлки пек, ун хыҫҫӑн ҫӳренӗ. Салтаксен ушкӑнӗ курӑнса кайрӗ, — тискер пуканелле, чул сӑнпа, виҫ кӗтеслӗхпе пыраҫҫӗ. «Акӑ мӗнле! Вӑл та сирӗн пекех хӑюллӑ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Кораблев Марья Васильевнӑна ҫураҫас майпа килнӗ. — Эсӗ мана пӗлместӗн, — терӗ вӑл. Минск… Иртсе кайса… «Ну, хуть тепӗр виҫ кун пар, эппин, ҫут тӗнчере пурӑнмашкӑн, унтан вара ҫийӗн. Ҫак ҫӗр ҫинче эп ҫуран та, утпа та нумай ҫӳренӗ, кунтан кайма мана питӗ шел… Амӑшӗ, пар-ха мана хӑвӑн аллуна, ку пурнӑҫра вӑл нумай ӗҫленӗ…» Ӑна эсир пултаруллӑ та хӑюллӑ тӑвӑр, унӑн чӗрине ашшӗпе амӑшне тата пӗтӗм халӑха юратмалли кӑмӑла вӗрсе кӗртӗр. Вӗсем ӑна вӗлерме килчӗҫ! Ҫав каҫ Олеся манпа сиввӗн кӑна сывпуллашрӗ, ытти чухнехи пек, мана ӑсатма та пымарӗ. Ҫакӑнта хӑй Вышимирский ячӗпе ҫырнӑ шантарса панӑ документ пулнӑ та, Николай Антоныч ӑна Кораблева кӑтартнӑ пулнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ вӗсенчен хӑшӗ те пулин кӑвайт ҫине вутӑ хучӗ, вара кӑвайтран сасартӑк хӗмпе тӗтӗм хӑпарма пуҫласан, — аллипе сывлӑшра сулкаласа, ҫав хӗмпе тӗтӗме вӑл хӗрарӑмсем патӗнчен аяккалла сирсе ячӗ. Эпӗ ун аллине чуптурӑм та (калаҫас килмен чух яланах ҫапла тӑваттӑм) хам пӳлӗме кайрӑм. Чавса тӗлӗнчен хутлатнӑ сулахай алли ҫине Макар хуллен наган кӗпҫине хучӗ. Акӑ, сирӗн умра ик енчи ҫынсем тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри ӳпкелешет — вӑл мана ҫаратрӗ, хӗнесе, асаплантарсах ҫитерчӗ, тет. — Пӑсӑлнӑ тетӗн-и? Вӑл кӗнӗ чухне пӳлӗмре никам та ҫукчӗ. Виконт, манӑн сире акӑ мӗн калас килет: сирӗн ятӑр — Говэн, мӗнле тӗлӗнмелле пулсан та, сирӗн юн тымарӗсенче ман юнӑм пекех юн ҫӳрет. Капитан мӗн тумаллине часах ӑнкарса илчӗ. Вӑл хушнипе, урса кайнӑ каронадӑна чарма тесе, тен, май килмесен, ун чуппине вӑйсӑрлатма та пулин тесе, алла мӗн лекнӗ ҫавна: матрацсене, кроватьсене, кирлӗ чухне усӑ курма хатӗрленӗ парӑссене, канат чӗркисене, матроссен кӗпи-йӗмӗсемпе тултарнӑ михӗсене, вӑл анчах та мар, суя укҫа тӗркӗмӗсене (ун пек укҫасем карап ҫинче питӗ нумай пулнӑ), трапӑн тӑваткал шӑтӑкӗнчен вӑтам палуба ҫине ывӑтрӗҫ; — акӑлчансем хӑйсем ҫавӑн пек суя укҫасем туса киревсӗрленнине вӑрҫӑ меслечӗсен чеелӗхӗ тесе ҫеҫ шутланӑ. — Аллисене сивӗ шыва чикес пулать… тетӗп. — Ҫавӑнпа килет те вӑл! Анчах кит ҫавӑнтах хӑйӗн хӑрушӑ хӳрипе сасартӑк тӑвӑл килсе ҫапнӑ пек шыва пысӑк хум кӑлармалла шаплаттарса ҫапрӗ. Шубин ун хыҫҫӑн тухса утасшӑнччӗ, анчах хӑй хыҫӗнче ларакан Увар Ивановичӑн хуллен каланӑ сӑмахӗсене илтсен, чарӑнса тӑчӗ. Васкаса мар, анчах питӗ вӑхӑтра, арӑмӗ кӑшт кӑна пӑрӑнса илнӗ, ҫавӑнтах упӑшкин хӑмсарӑннӑ аллине ҫаклатса тытса, ӑна хӑйӗн патӗнчен тӗртсе янӑ. Унтан, сассине хӑпартмасӑр:— Ҫапатӑн пулсан — урӑх ман пата ан панӑ пул! Месерле выртакан Андрей пӗлӗтелле пӑхса пычӗ. — Айтӑр кайрӑмӑр, Анна Васильевна, кайрӑмӑр, Увар Иваныч, Елена Николаевна, — тесе хушса хучӗ. Ҫакӑн пек каланӑ хушӑра мустангер хӑй стаканне илчӗ те, капитан аяккала пӑрӑнма ӗлкӗриччен, ӑна ӗҫсе яман виски юлашкипе питӗнчен чашлаттарчӗ. Вӗсем савӑнӑҫлӑ шуйттана пӑхӑнса кӗлтӑваҫҫӗ, эпӗ — вӗсен настоятелӗ, пуп пекки, янӑравлӑ шӑмӑ! Юнлӑ ҫутӑпа, — пӗрре кӑвакарса, тепре алмаз евӗр, — вылять те ҫиҫет Марс: ҫывӑракан Петербург ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте, шӑтӑк-хушӑклӑ ҫи виттисем ҫийӗн, сивӗ пӑрӑхсен, пысӑк пӳлӗмсемпе пӗчӗк пӳлӗмсен, пӑрахса хӑварнӑ залсен, пушӑ керменсен хӑрӑмланса хуралнӑ маччисем ҫийӗн, ӗшенчӗк ҫынсен сис-чӳллӗ пуҫелӗкӗсем ҫийӗн. * * * Анчах вӗсен хушшинче сасартӑк сиксе тухакан калаҫусемпе кӗске перкелешӳ ялан ҫапла лӑпкӑн вӗҫленмеҫҫӗ. Ольга, пӗлӗтелле пӑхса, Натальйӑна сассине хӑпартса каласа пачӗ: — Хӑҫанне асӑрхаймарӑм эпӗ… — Ан юл, старик! — кӑшкӑрчӗ ӑна Мересьев. Мӗне пӗлтерет ӗнтӗ арҫыншӑн — вӑл виҫ-тӑватӑ ҫул аслӑрах пулни! Анчах кашни хутӗнчех сасӑсем лӑпланса, тавлашусем чарӑнатчӗҫ. Унтан каллех, тепӗр темиҫе минутлӑха, ҫӗнӗрен пуҫланаҫҫӗ. Фабрика хапхи умӗнче хӗрарӑмсем ушкӑнпа кӑшкӑрашса, ятлаҫса тӑраҫҫӗ. Вӑрманти йывӑҫсем ӗнтӗ халь пурте пӗр харӑс мар, черетпе шавлаҫҫӗ: хурӑн хӑйӗн ҫулҫисемпе вӗлтӗр-вӗлтӗр туса илет те, ун хыҫҫӑн — юнашар ҫӑка типпӗн кӑштӑртатса илет, черет ҫитсен вара юманӗ те хӑйӗн хӗрле милкине силлентеркелесе илет. Тул ҫутӑлса кун ҫитсессӗн, вӑл каллех паллӑ ҫынсен хушшинчи чаплӑ майра пулса тӑнӑ, каллех тухса ҫӳренӗ, лакӑлтатнӑ, пӗчӗк ҫеҫ йӑпану пама пултаракан кирек мӗнле вӑйя хирӗҫ те хавассӑн ыткӑннӑ. Ҫакӑ йӑлтах ҫурма ҫутӑра пулса пычӗ. Латин чӗлхин профессорӗ ҫинчен пӗрремӗш экзамен хыҫҫӑнах пурте шикленсе калаҫрӗҫ; ҫынсем каласа кӑтартнӑ тӑрах, ҫамрӑксем, уйрӑмах хӑй укҫи-тенкипе вӗренекенсем аптриш пулни ӑна тискер кайӑкла савӑнтарать, вӑл латинла е грекла кӑна калаҫать, имӗш. — Пурте улпутран килет, — тесе асӑрхаттарчӗ чухӑн. Ҫынсем тӳпере курнӑ кометӑсене ҫырма пуҫланӑранпа вӗсене пин ҫурра яхӑн шутласа ҫитернӗ. Анчах мана ҫапах куҫлӑх кирлӗ пулса тухрӗ. Час-часах эпир сисӗмсем улталанине е ӑс аташнине тӗрӗс шухӑш тесе те шутлатпӑр! Ниме те тӑман, анчах пурӑнма кансӗрлекен вак-тӗвек япаласем пит нумайччӗ, вӗсене часах пӗтерме пулатчӗ, анчах никам та ӑна тумастчӗ. — Акӑ чарӑнса тӑчӗҫ… Вӑл мана мерченпе эрешленӗ ула тапак хутаҫҫи тыттарчӗ. — Каятпӑр-и эппин? Ыйхӑлӑ хӗрарӑмсем, вӗсене ҫӗрле иле-иле тухса, амӑшӗсем патне яраҫҫӗ те, унтан, каллех кӗпе аркисемпе чӗркесе, сӗрӗмлӗ ӑшӑ пӳртсене йӑтса кӗреҫҫӗ, вара качака путеккисенчен, вӗсен кӑтрашка ҫӑмӗнчен ҫав тери чечен те тап-таса сивӗ сывлӑш шӑрши, тӗрлӗрен тӗслӗ курӑклӑ утӑ шӑрши, качака сӗчӗн тутлӑ шӑрши кӗрет. — Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, — терӗ Джемма тепӗр хут, — хӑйӗн вара куҫхаршисем ҫӗкленчӗҫ, питҫӑмартисем шуралчӗҫ, вӑл тутине ҫырта-ҫырта илчӗ; — эсир мана валли ҫав тери нумай турӑр, манӑн та эсир мӗн тӑвас тенине тумаллах; сирӗн ӗмӗтӗре ман пурнӑҫламалла. Кунта нумай картинӑсем пӗр йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ; вӗсене хӑйсен ӗлӗкхи хуҫин вензелӗсемпе паллӑ тунӑ тенкел-пукансемпе хутӑштарса пӗтернӗ, тен, хуҫи ҫак картинӑсене пӑхман та пулӗ. Алексее курсанах ҫак йытӑ, ытти чухне питӗ йӑваш пулмалласкер, пӗчӗк ачасемпе хӗрарӑмсем умӗнче хӳрине ачашшӑн выляткаласа ҫӳремеллескер, хӑрлатса шӑлӗсене йӗрчӗ. — Тӑхта, ара вӗт эпӗ санпа калаҫрӑм. Ҫак кушак куҫлӑ, хӗрлӗ хӑлхаллӑ ҫынна, вунвиҫӗ ҫулта чухнех пуйма ӗмӗтленнӗ, пӗр вӗҫӗмрен укҫа пуҫтарса, шутласа пурӑннӑ ҫынна, ҫиленнине туймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен ӑна ниепле те Катьӑпа юнашар тӑратма май ҫук! Анчах пуҫлӑхсӑр халӑх ушкӑнӗ ниме те тӑмасть. Унта эпӗ Фелима, унӑн тарҫине, кӑна тупрӑм. — Ҫапла пулмасӑр! — терӗ, кулса доктор Ливси. Ҫав пӗчӗкҫӗ вельможӑран вӑл ҫын тунӑ, тен, ӑслӑ ҫынах пуль, — ӑҫтан пӗлетӗн! Ҫав вӑхӑтрах ҫамрӑксем вӑл мӗн каласса тӳсеймесӗр кӗтрӗҫ. Пӗр тӑватӑ километр ытларах кайсан, вӑл тӗшӗрӗлсе аннӑ, вара ӑна Семён Дегтярев ларса пыракан повозка ҫине вырттарнӑ. — Мӑйне пӑркаласа тарӑн сывласа илчӗ мучи; ҫапах та балкон патне ҫывхарчӗ, шарманкине хывса туя ҫине лартрӗ те галопа паҫӑр чарӑннӑ вырӑнтан малалла калаттарма тытӑнчӗ. — Курманни нумай пулать! — кӑшкӑрчӗ лешӗ, юлташӗсем патнелле утса. Марш класран! Эпӗ кулянма мар, епле хавасланса ӳкни ҫинчен ҫырма та йывӑр. Малта тӑракан ҫынсем чӑтса тӑраймарӗҫ: пӗрне пӗри йӑвантара-йӑвантара, вырӑнсенчен тапса сикрӗҫ, ҫӑмӑл урапасемпе вӑрӑм урапасен туртисем шӑтӑр-шатӑр туса хуҫӑлма тытӑнчӗҫ, казаксем тӗртсе ӳкернӗ пӗр хӗрарӑм тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ. Ун хыҫҫӑн вара салтаксем пурте малалла тухса тӑчӗҫ. — Эпӗ бригадӑран килтӗм… Эп ӑна пит лайӑх туятӑп. — Нанкона ярсан аванрах пулать… Вӑл аслӑрах та, ытларах чухлать. Ҫапах, тем пек сахал тӳлесен те, мучи кӳренмест. — Гриша, — тесе ыйтатӑп эпӗ, — эсӗ пӗлетӗн-и: турра ӗненмен ҫынсем пур вӗт? Пӑчӑ сывлӑшпа тата хӑнасем ытла та нумай пулнипе унӑн пуҫӗ ыратма тытӑннӑ. — Ҫулран ҫӗтсе кайнӑ-ха эпӗ, асанне. Ҫын ун умӗнче хисепрен тухсан, — хӑй судне вӑл часах тата тӑтӑшах ытла та час тӑвать, — кайран ун ҫинчен нихҫан та аса илмест. — Ох анне, манӑн юнама шӑнтсах лартатӑр-ҫке эсир! Доклад тӑватӑр-и? Тӗлӗнсе хытса кайнӑ пек, Кольхаун вырӑнтан тапранаймасӑр тӑнӑ. Эпӗ сире ҫийӗнчех асӑрхаттаратӑп: батальон пит сапаланса тӑрать пулин те, сирӗн, паллах, перкелешмесӗр иртсе каймалли ҫук. Вӑл географа ӑшшӑн йышӑннӑ, туслӑ пулас тесе, хӑйӗн сӑмсипе ун сӑмсине сӗртӗнтерсе илнӗ. Мӗн пулчӗ? Автор хӑй ҫинчен тата хӑй ҫемйи ҫинчен кӑштах ҫырса пӗлтерет. Эсӗ вилмен-и, шыва та путман-и — эсӗ каллех кунта-и? Ку инкеке ҫапла ӑнлантарса пачӗҫ: Изот шыв ҫинче чух ҫывӑрса кайнӑ та, унӑн лодки саларан пӗр пилӗк ҫухрӑмра якорьсем ҫинче тӑнӑ виҫӗ баржа ҫине пырса ҫапӑннӑ пулӗ терӗҫ. Пурӑнакансем ҫак хуласенче йышлӑланса пыраҫҫӗ, суту-илӳ хӑвӑрт ҫитӗнет. Майор ҫак ҫырура ӑна лӑпах ҫавӑн пек характеристика парать. Офицер ӑна:— Ывӑлна турӑпа патшана хисеплеме вӗрентейменшӗн эсӗ ху айӑплӑ, матушка… — тесен кӑна, вӑл алӑк патӗнче тӑра, ун ҫине пӑхмасӑрах, пусӑрӑнчӑк сасӑпа:— Ҫапла, пирӗн судьясем — ачасем пулаҫҫӗ, — терӗ. Эпӗ шарламарӑм. Унӑн калавне итлесе пӗтерсен, ҫынсем унпа килӗшеҫҫӗ: — Пулать вӑл ун пекки те, — пур те пулать… Хӗлле ҫав хваттерсенчен пӗринче Смирнов хушаматлӑ хӑрах алӑллӑ офицерпа Муратов салтака, георгиевски кавалерсене, Скобелевпа Ахал-Текински экспедицире пулнӑскерсене, арестленӗ; вӗсемсӗр пуҫне Зобнина, Овсянкина, Григорьева, Крылова тата такама — вӑрттӑн типографи тума тӑнӑшӑн арестленӗ. Ака эпӗ кӑна… Йӗри-тавра пӗр сас-чӳ илтӗнмест. Шанчӑклӑ тӗттӗмлӗхре пӗтӗмпех лӑпкӑн тӗлӗрет. Йӗрӗнчӗк пурнӑҫа туллин сӑнласа пама мана чӑнлӑх хистемен пулсан, ҫак япаласене ҫырса кӑтартма манӑн алӑ та ҫӗкленеймен пулӗччӗ. Хӗрлисем тухса кайсан, Грицко та, пилӗкне пулемёт ленти ҫыхса, тухса кайнӑ. Унтан вара, йӗри-тавра снарядсем ҫурӑлнине курсан, пульӑсем шӑхӑрнине илтсен, чи малтан Андрей ҫинчен аса илчӗ. — Урӑхла мӗнле пултӑр-ха! Пурлӑхне ҫынсене ҫарата-ҫарата пуҫтарчӗ те халӗ ӗнтӗ канӑҫлӑнах вилсе ҫӗре кӗтӗр-и? — Кичем юрӑ ку… — Питех те шел пулӗ ҫав ӑна! Ман йӗри-тавра, фосфорлӑ чӑлтӑр ҫутӑпа йӑлтӑртатса, пӗчӗк хумсем кӑпӑкланса шавлаҫҫӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хӗрхенӳ тавраш пулмалла мар. Ҫийӗнчех каната карт туртӑнтарса акула хӑйне хӑех ҫекӗл ҫине «тирӗнчӗ», матроссем вара, грот-рей ҫумӗнчи шалтӑрмасемпе майлаштарса, ӑна шывран кӑларма пуҫларӗҫ. — Чирлӗ мар пулӗ-ҫке? Юрӗ эппин, эпир ун ҫинчен каярахпа калаҫӑпӑр. — Виктори провинцийӗнче нимӗнле каторжник та ҫук, кӑна вӑл питӗ аван пӗлет. Эпӗ сирӗн пата пӗр минутлӑха ҫеҫ, фортра мӗн пулса иртни ҫинчен каласа кӑтартмашкӑн кӗтӗм. Пӗр салтак вилчӗ, виҫҫӗшӗ кӑшт аманчӗҫ. Шикленсереххӗн пӑхатчӗҫ вӗсем ун ҫине, вара пӗр ҫӗре кӗпӗрленсе ним чӗнмесӗр тӑратчӗҫ е именчӗклӗн пӑшӑлтататчӗҫ пӗр-пӗринпе. Тӑруках вара унӑн пичӗ вилӗ пек шуралса кайнӑ: куккӑш хӗрӗн пӳлӗмӗнчи чӳрече уҫӑ пулнӑ. Малтанхи сведенисем тӑрӑх, пӗтӗмӗшпе илсен, личнӑй составра ҫухатусем пысӑк пулман. — Пӗр-пӗр ырӑ кун — полковник, тен — генерал пулса тӑрӗ. Вӑл курпунланса та мар, пӗтӗм кӗлеткипе пусӑрӑнса ларать, унӑн пур хусканӑвӗ те ӳке пуҫланӑ чухнехине аса илтереҫҫӗ. Ливингстон тӗпчевӗсене малалла тӑснӑ. Кам-ха пирӗн службӑра аван та вӑрах хушӑ тӑрать? — Эпӗ кравать айӗнче вӑрттӑн итлесе выртрӑм. Мӗнле пьесӑсем калани паллӑ — вальссем, ҫавраҫилсем, романссем (arrangés) т. ыт. те, — вӗсене эпир пӗлекен юратнӑ композиторсем ҫырнӑ; унашкал пьесӑсене ӑна-кӑна кӑштах чухлакан кашни ҫын нотӑсем сутакан магазинта питӗ хӳхӗм япаласен купинчен пысӑк мар тӗрке суйласа илет те сире ҫапла калать: «Акӑ мӗне каламалла мар, мӗншӗн тесен вӗсенчен япӑхраххине, килӗшӳсӗртереххине тата тӑрлавсӑртараххине нотӑсен хучӗ ҫине нихҫан та нимӗн те ҫырман», ахӑртнех, шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсене вырӑс ҫӗршывӗнчен кашни улпут хӗрӗн фортепьяни ҫинче курма пулать. — Ыран ман патӑма заседание мӗнле? Аннемӗр, эпир пурте сан умӑнта ҫылӑхлӑ ҫынсем! — тет. Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне кӗнекесене ҫыра-ҫыра хураҫҫӗ — тӗрлӗ тӗслӗ пӑнчӑсемпе тата ҫӑлтӑрлӑ паллӑсемпе. «Кайӑр ҫӑва патне, эсрел ачисем! — кӑшкӑрчӗ голова, вӗсенчен вӗҫерӗнме хӑтланнӑ хушӑрах урипе тапса. — Мӗнле кӑтартса парас-ха ман сана? Паркра та — пӑшӑл-пӑшӑлсен канӑҫсӑр-хавхаллӑ кӗпӗрленӗвӗсем. Нихҫан та таврӑнмасть. Ҫӗр утӑм пек кайсанах вӑл хӑй умӗнче палӑракан йывӑҫ мӗлкине асӑрхарӗ. Акӑ, вӑл вӑранать! Ия, астуса илетӗп, — тенӗ вӑл, кӑшт шухӑшласа тӑрсан. Ольховка ҫыннисем пушар вырӑнӗ патӗнче нумайччен кӗпӗрленсе, хуйхӑрса пӑхса тӑчӗҫ. — Пӗтрӗ пирӗн тырӑ! Вӑл тухса кайсан, пӳлӗмре пӗр минут пек аван мар шӑплӑх тӑчӗ. Ӑнланас пулать — коньякран-и ку, е ухмахлӑхран-и? — Ҫук, — терӗ вӑл аран-аран. Ӑна, паллах, лартма пулать; эпӗ сире ӑна халь лартса та панӑ пулӑттӑм, анчах, шантарса калатӑп, сирӗншӗн начар пулать, — терӗ. Василий Иванович кулса ячӗ те ларчӗ. Пӗчӗк пӳлӗмӗн виҫҫӗмӗш пайне вырӑсла кӑмака йышӑнать, виҫҫӗмӗш пайне — ситца чаршав хыҫӗнче тӑракан, хӗрлӗ ҫитти тӑхӑнтарнӑ темӗн чухлӗ минтер купаласа тултарнӑ иккӗн ҫывӑрмалли кровать йышӑнать, ытти вырӑна чашӑк-тирӗк хумалли шкаф, сӗтел, икӗ пукан тата чӳрече умӗнчи тенкел илемлетсе тӑраҫҫӗ. Кунтах юристсем те, ҫӗр виҫекенсем те, ҫӗрпе сут тӑвакан спекулянтсем те тата кирек мӗнле авантюрӑна та пикенме хатӗр тӑракан тӗрлӗрен ӗҫлӗ ҫынсем те пулнӑ. Ҫак сӑмаха калас умӗнхи шӑплӑх Дубавӑна сиввӗн, юттӑн пырса тивет. Кравать хӗррине ҫитеспе, ӑна тӑн пырса кӗрет те, вӑл пӑртак каялла сулӑнса пӗр самант хушши хӑй шӑмшакне хытарать, ҫавна пула ҫеҫ вӑл урайне урипе тивертет. Пӑлхарсем ҫав эпир, сисӗмлӗ ҫынсем!.. Вӑл хӑюсемпе тытнӑ казак сӑкманӗ тӑхӑннӑ. Лутра полковник, хӑйӗн пӗтӗм хирӗпе таҫта ҫитиччен сапаланса кайнӑ ҫарне пухас тесе, рожокран кӑшкӑртма тата тем тӗрлӗ сӑрласа пӗтернӗ сакӑр ялав ҫакма хушрӗ. Пӗр вунпилӗк ҫулхи ача, кӑтра та хӗрлӗ питҫӑмартиллӗскер, лавҫӑ вырӑнне ларса, самӑр ула ӑйӑра аран-аран тытса тӑрать. Леш хашака ӑшне кӗртсе лартнӑ мухтав хутне илсе пар-ха. Вӗсем епле калаҫни пурте мана кӑмӑла каймастчӗ; кукамайпа кукаҫейӗн хитре чӗлхине итлесе вӗренсе ӳснӗскер, эпӗ малтанах пӗрлештерме май ҫук сӑмахсене пӗрлештерсе хунисене ӑнланса илейместӗм, сӑмахран, «хӑрушӑ кулӑшла», «вилес пекех ҫиес килет», «хӑрушӑ савӑнмалла» тенисем мана ҫакӑн пек туйӑнатчӗҫ: кулӑшли вӑл хӑрушӑ пулма пултараймасть, савӑнӑҫли — хӑрушӑ мар, ҫынсем пурте виличченех ҫинӗ пек туйӑнатчӗ. Вӗсем унтан тӑраниччен мӑшкӑлласа кулчӗҫ те хӑйсен йытӑ ҫулӗпе лапӑстатрӗҫ. Ытла хаках лармарӗ-ха хальхинче. Эпӗ ӑна пӗлетӗп. Тен, тӗнчипе те хам кӑна пӗлетӗп пуль ҫавна. — Мӗнле шутлатӑр эсир, панычу, — хӑй ӗҫне вӗҫлесе те ун ҫине юратуллӑ мӑнаҫлӑхпа пӑхса, калаҫкаласа илет хӑш чухне Ярмола, — тепӗр пилӗк е ултӑ уйӑх вӗренес пулсан, эпӗ вӗт пач лайӑх пӗлмеллеччӗ. Таса пир пек шап-шур тӑрать Андрий; унӑн тутисем майӗпен хусканкалаҫҫӗ, вӑл такшин ятне асӑна-асӑна илет; анчах ку вӑл тӑван ҫӗршыв ячӗ мар, амӑшӗн ячӗ мар, тӑвансен ячӗ мар — ку вӑл хитре полячка ячӗ. — Кӑмӑл тусамӑр… е ҫук, каласа памастӑп: эпӗ каласа пама ӑста мар, — кӗске те типӗ е вӑрӑм та суя тухать. Рада, каласа пар-ха, мӗн пулса, иртнӗ кунта? — Эх, Бойчо, Бойчо, Ровоама хаджи вӗсене сӗтелӗм ҫинче курчӗ. «Пӑлхавлӑ сӑвӑсем» тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вара вӗсене таптама тытӑнчӗ те сана тем те пӗр каласа хӑртса пӗтерчӗ… — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ҫавӑнтанпа ӑна Хорь тесе чӗнме тытӑннӑ. Ачалӑхӑн сӑмахпа каласа пама ҫук ытарайми чиперлӗхӗ чун-чӗрери мӗнпур юратӑва ӑна панинче пулать те ӗнтӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ ют ҫӗршыв ҫыннинчен Сицилирен ҫыру яма унӑн адресне е кантурӑн ҫунман шкапӗнче мӗнле те пулин документсене пытарма ыйтасси пӗр ӗҫ, ӑна восстани тӑвакансем валли вӑрттӑн майпа хӗҫпӑшал турттарса килме ыйтасси — пачах урӑх ӗҫ. Кураймастӑп пуп проповечӗсене, — шӑнасене тытма та, табак чӑмлама та юрамасть унта. Ҫак Австрали шывӗсенче сайра тӗл пулакан кайӑксем ҫулҫӳревҫӗсене курсассӑнах шыв кукрисене тарса пытанчӗҫ. Яшлӑх Ман пуҫра ӑнланусем арпашӑнса тӑчӗҫ пулин те, ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк, таса чӗреллӗ, ирӗклӗ, ҫавӑнпа телейлӗ пултӑм. Ҫамрӑк пулемётчик Серёжа патне пычӗ те:— Эсӗ, юлташ, ӑҫтисем? — тесе ыйтрӗ. Кӗскен ҫакна кӑна калатӑп: инкекӗ хытах сарӑлса ҫитрӗ. Павел, пулӑ тытма пырасса шантарнӑ пулсан та, каймарӗ, Тоньӑна ку питех те кӳрентерчӗ. Пӗччен тӑрса юлсан, Тетка пӗчӗк матрац ҫине выртнӑ та, хуйхӑрма тытӑннӑ… Каҫарӑр ман лапӑрчӑк ҫырушӑн. Эпӗ виҫӗ каҫ ҫывӑрман. — Ӗҫнӗ ӗнтӗ, — чӑн-чӑннипех хирӗҫлерӗ те Золотухин чӳрече витӗр уйӑхӑн ҫурлине, хула ҫийӗн пит аялта та кичеммӗн ҫакӑнса тӑраканскерне, пӑхса илчӗ. Хӑшпӗр астероидсем хушшинче вуншар метр диаметрлӑ е унтан та пӗчӗкреххисем тӗл пулаҫҫӗ. Эсӗ нумайтарах ҫӑра уҫҫи тупса хатӗрлеме тӑрӑш, эпӗ мӑнакканне пур уҫҫисене те илетӗп, вара пирвайхи тӗттӗм каҫах ҫав алӑка уҫма хӑтланса пӑхӑпӑр. — Эсӗ ан калаҫ-ха! Пирӗн Ҫӗр ҫинчи ӳсентӑрансем сивве тӳссе ирттерме те питӗ аван вӗреннӗ. — Виҫӗ извозчикпа килчӗҫ, — терӗ дворецкий, турилккене чыслӑн лартса парса, — хӑйсен экипажӗ ҫук, сӗтел-пуканӗ те ним тӗшне тӑмасть. — Бретани вӑрҫи валли чӑн-чӑн ҫулпуҫсем тупма май пулсан, ӗҫсем тата лайӑхрах пулса пынӑ пулӗччӗҫ. Уй-хирсенче нимӗн те юлман, темелле. Ах, ҫырлахах тур! мӗнпе пӗтӗ-ши ку ӗҫ!» — текелет. Капитан ҫырӑвӗнче кам ҫинчен сӑмах пынӑ пирки тавлашса кайсан, эсир мана тӗрӗс тунӑ тесеттӗр. Ҫапла-и? Апла пулсан, унта та ҫынсем пулма кирлӗ, — тенӗ. — Нимӗҫ чӗлхи йеккипе, — тесе хушса хутӑм ӑна юрасшӑн. Тинӗс урамӑн сулахай енӗпе матроссен пӗчӗкҫеҫ ҫурчӗсем ларса кайнӑ, ҫав ҫуртсен калинккисенчен пӗри уҫӑлчӗ те унтан пӗр вӑрӑмрах, кӑшт курпунрах ҫуран ҫар офицерӗ тухрӗ. Аллине вӑл ытла шурах мар, ҫапах та тирпейлӗ перчетке тӑхӑнкаласа пырать, калинкерен тухрӗ те вӑл, шухӑша кайнӑскер, ҫӗрелле пӑхса ту ҫинелле, бульваралла утрӗ. — Ӑҫтан килтӗн эсӗ? — Мӗншӗн? — йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ Рыбин. — Э, — терӗ пичче, — эсӗ ҫавӑнтан шикленетӗн-и, ачам. Санӑн унта, виҫҫӗмӗш бригадӑра вӑрлӑх хывса пӗтерейменнисем тата мӗн чухлӗ юлнӑ? Хӑй пӳлӗмне кӗрсе, арчара тепӗр кӗпе шырама пуҫларӗ, анчах стена ҫумне алхапӑлта тӗрентернӗ арча хуппи ӳкрӗ те Яков Лукича ӗнсинчен шартах пырса ҫапрӗ. Лутра та пӗчӗк пӳртсенче пурӑнакансем час-часах юлташӗ патне ӗҫсем ҫинчен, ырӑ табак ҫинчен калаҫма утакан, тепӗр чух ҫӑмӑл урапине генералтан вӑрттӑн картла выляса яма каякан султанлӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫыпӑҫуллӑ та кӗрнеклӗ офицерсене курма пуҫларӗҫ; ҫав урапана полк урапи тесен те юрать ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл полкран тухмасӑрах пурин аллинче те пулма ӗлкӗрет: паян вӑл урапапа майор ҫӳрет, ыран вӑл поручик вити умӗнче ларать, тепӗр эрнерен пӑхатӑн — ҫак урапана каллех майор денщикӗ тикӗт сӗрет. Вӑл тӗрӗс, анчах уншӑн эпӗ рабочи ятне ҫухатман. Ҫавӑнтах вӑл мана хулпуҫҫийӗмрен ыраттармалла ҫатӑрласа тытрӗ. — Вилет вӑл, Тетка! — тенӗ те хуҫи, аллисене саркаласа илнӗ. — Тавҫӑрса илейместӗр-и? Ҫул ҫинче Том мана акӑ мӗн каласа пачӗ: пурте мана вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ иккен, манӑн атте каллех ҫухалнӑ, халӗ те таврӑнман-ха, Джим тарнӑ хыҫҫӑн ҫав тери пысӑк шӑв-шав ҫӗкленнӗ; эпӗ Тома леш ултавҫӑсемпе «Жираф» ҫинчен, хамӑр сулӑпа ҫул ҫӳрени ҫинчен чылаях каласа кӑтартрӑм. Хулана кӗрсе унӑн варрине ҫитиччен вӑхӑт самай иртрӗ, сакӑр сехет ҫурӑччӗ ун чух; пӑхатпӑр та: пире хирӗҫ халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрленсе килет, факелсем йӑтнӑ, урса кайнӑ пек шавлаҫҫӗ, ӳлесе кӑшкӑраҫҫӗ, ҫатмасем ҫапаҫҫӗ, кӑкӑрпа шӑхӑраҫҫӗ; эпир, вӗсене ирттерсе ярас тесе, аяккалла пӑрӑнтӑмӑр; пӑхатӑп та — корольпе герцога шӑчӑ ҫине утлантарнӑ, тӗрӗсрех каласан, кусем корольпе герцог иккенне эпӗ тавҫӑрса кӑна илтӗм, вӗсем йӑлтах сӑмалапа тӗк ӑшӗнче, ҫын сӑнӗ те ҫук, икӗ пысӑк кӳмеркке кӑна. Эпӗ ыран каятӑп. Ҫавна эпӗ паллӑ тунӑ. Ҫавӑнпа эпӗ хуйӑра каялла кӗсъене чикрӗм те пӗр сӑмах та шарламарӑм. — Эсир тин ҫеҫ батарейӑна пӑхса тухрӑр, миҫе оруди юлнӑ-ха пирӗн ҫапӑҫӑва юрӑхли? «Ашшӗсемпе ачисем» вуланӑ-и? — Анчах ӑҫтан илмелле ӑна? — Мӗн вӑл? — ыйтрӗ Джо аран илтӗнмелле. Вӑл ӗнтӗ вулама вӗренсе ҫитрӗ, анчах ӑна вулама вӑхӑт нумай кирлӗ, вуланӑ чух вӑл часах ывӑнать, сӑмахсен ҫыхӑнӑвне ӑнланайми пулать. Ҫамрӑк ачасем, тӗрлӗ студентсем хӑйсем ухмах пулнипе халӑха пӑтратаҫҫӗ пулать… Унтан, урлӑраххӑн пускаласа, хул лапаткисене хускаткаласа, лавсем ҫумӗпе юлхавлӑн малалла сулланчӗ, йӗрмӗшсе те ӳпкелешсе тепӗр хут каларӗ: — Кичем мана! Турӑҫӑм! Гленарван чылай вӑхӑт хушши пӗчченех пычӗ. Икӗ минутранах сакльӑра акӑш-макӑш шӑв-шав пуҫланчӗ. Боец-наблюдатель чӑрӑш ҫинчен татӑлса анчӗ. Император ырӑ кӑмӑлӗпе ҫакӑнпа ҫӑмӑлах килӗшрӗ, анчах мана ҫыннисене те, вӗсен ҫурчӗсене те нимӗнле сиен ан ту, тесе пит хытӑ асӑрхаттарчӗ. Тепӗр чухне хӗре хӑй темле, пӗтӗм Российипе те унсӑр пуҫне урӑх никам та ӗмӗтленменнине, никам шухӑшламаннине ӗмӗтленнӗн туйӑннӑ. Анчах ун чухне мана хамӑрӑннисем чакса пынӑ сӑн-сӑпат алгебра формулине уҫнӑ чухнехи пек курӑнатчӗ. Ҫап ман пуҫран! Ромашов шӑлӗ витӗр ассӑн сывласа илчӗ. Унтан пӗр-икӗ утӑмранах наместникӗн ҫуртне куртӑм. Вӑл Гамбургри ратушӑпа танлаштарсан, хресчен пӳрчӗ пек ҫеҫ, анчах Исландире пурӑнакан ытти ҫынсен пӗчӗк ҫурчӗсем ҫумӗнче вӑл дворец евӗрлех туйӑнать. Хӑйӑр шӑнтать, юн сивӗнет. Ҫӑкӑрне ҫурмаран касрӗ ҫеҫ, ӑна варринчен тем япала шуррӑн курӑнни тӗлӗнтерсе ячӗ. Анчах килӗнче унӑн Марийка мӗншӗн хӑйпе пӗрле таврӑнманни ҫинчен арӑмне каласа пама тӳр килнӗ. Алевтина Васильевна пӗр пытармасӑрах, упӑшки ҫиленесрен хӑрамасӑрах, макӑрма пуҫланӑ-мӗн, ку вара Ерофей Кузьмича шухӑша янӑ. Арӑмне хӑтӑрса тӑкман вӑл, пӳртрен тухса кайнӑ та, тӗттӗм пуличченех сарайӗнче ӗҫленӗ. Эпӗ унран ҫыру илтӗм… Путсӗрлӗх! — Эсӗ, паллах, ӑнланӑн ӗнтӗ, — тесе пуҫларӗ каллех Джеймс, — пирӗн пурте хисепленӗ ырӑ ята янӑ ҫынна эпӗ хам ҫуртӑмра тытма пултараймастӑп. Полозов каретӑна кӑхлатса кӗрсе ларчӗ, хӑй йӗри-тавра минтерсене ҫемҫетсе хучӗ, сигара суйласа илсе туртса ячӗ те тин вара Санина «Кӗрсе лар эсӗ те!» — тенӗ пек пӳрнипе кӑчӑк туртрӗ: Санин унпа юнашар вырнаҫса ларчӗ, Полозов привратник урлӑ почтальона — вӑл эрехлӗх илес тет пулсассӑн — лайӑх, йӗркеллӗ кайма хушрӗ: ура пусмаллисем чӑнкӑртатса илчӗҫ, алӑксем хупӑнчӗҫ те карета тапранса кайрӗ. Вӗсем, ҫиччӗн, пурте пӗрле утрӗҫ; малта Алексей, арӑмне хулӗнчен ҫавӑтса, уксахласа пычӗ, ун хыҫҫӑн Яков — амӑшӗпе тата Татьянӑпа пӗрле, унтан Миронпа тухтӑр; пуринчен кайра ҫемҫе атӑ тӑхӑннӑ аслӑ Артамонов утса пычӗ. Пуян-ха тата! Акӑ ӑҫта вӗсем, паразитсем, виҫӗ хутчен ҫӗр ҫӑтса антарасшӗсем! Мана чи асаплӑ пурнӑҫ пӳрмен-ши? Автономлӑ республикӑсене союзлӑ республикӑсен разрядне куҫарма никӗс паракан палӑрӑмсем мӗнре пулаҫҫӗ-ха? — Паллах, чӑх яшки ара, мӗн хыпӑнса ӳкрӗн? Паллах ӗнтӗ, манӑн итлемелле пулчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ вырӑна ҫухатса выҫӑ вилме пултарнӑ, анчах ҫав ҫын манран икӗ хут вӑйлӑ пулнӑ: эпӗ ун чухне ҫирӗм икке ҫеҫ кайнӑччӗ, тата сивчир тытнӑ хыҫҫӑн эпӗ, кушак ҫури пекех, вӑйсӑрччӗ. Яков Лукич кӳршӗри станицӑсенче лӑпкӑ марри ҫинчен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, хӑшпӗр ҫӗрте коммунистсене ӗлӗк-авал Мускав патнелле сӗмсӗрленсе пыракан атамансене миххе пуҫхӗрлӗ чике-чике шыва чӑмтарнӑ пек чӑмтарнисем те пулкалани ҫинчен асӑрханарах каласа пачӗ. Хӑйӗн сӑмахне калама вӑл кунта вӑхӑтра килсе ӗлкӗрӗ тесе ӗмӗтленетӗп. — Кул-ха эс тата! Нагульнов сасси чӗтренсе илчӗ, унтан лӑпкӑнрах калама пуҫларӗ. Пӳрт ҫенӗкӗнче эпӗ Пугачева тӗл пултӑм. Вӑл ҫула кайма тумланса кӗрӗк тата киргиз ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ. Ҫан-ҫурӑмӗ тӳсме ҫук ыратса кайрӗ, Дегтярев вара хӑйне мӗн пулнине ӑнланса илчӗ. — Кампа тата? Щукарь мучи ассӑн сывласа ячӗ: — Кӑштах каярах юлтӑм ҫав! Пӗр хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех мана рабочи туса хунӑ пулсан, эпӗ, тен, урӑхла ҫын пулнӑ пулӑттӑм… Хресчен пурнӑҫӗнче манӑн ӗҫсем ӑнса пымарӗҫ. Ман участокра чикӗ виҫӗ яла ҫурмалла татса каять. Кунта сыхлама пит те йывӑр. — Асанне, кӳр, хам йӑтам, — терӗм эпӗ. Ӑна ҫурта мар, чыс туни кирлӗ. Ӳкекен тумламсен пӗр кӗвӗллӗ, уҫӑмлӑ сасси илтӗнет тепӗр чухне. Тен, пултарнӑ пулсан, йӑлтах урӑхла май ҫаврӑнса кайнӑ пулӗччӗ… Телейлӗ ҫынна ҫапла курсан, кунта халь пурне те кичем пулса кайрӗ, вӗсен хӑйсен те телейлӗ пуласси килчӗ. — Ку ҫыннӑн ячӗ… Джемс Уэлдон, сирӗп упӑшкӑр! Тавтапуҫ. Женя килтех ларать. — Шыв парӑр-ха мана, тархасшӑн. Берсенев пырса кӗнӗ вӑхӑтра Инсаров килтеччӗ. Ҫаксем пурте сана хур кӑтартнине пӗлместӗн те эсӗ! Эпӗ пур, ҫав харпӑрлӑх хуҫине — ҫӗлене унччен малтан пӗр сехет хушши тӗнчери революци ҫинчен тата коммунизм ҫинчен ӑнлантарса ларнӑччӗ! Епле ӑнлантартӑм-ха тата! Чуна тивмелле каланипе хамӑн та темиҫе хутчен куҫҫуль шӑпӑртатса тухрӗ. Тӗрӗссипе каласан, пӗр вӑл ҫеҫ хӑйне ҫакнашкал ирӗклен тытма пултарчӗ. Каҫар! «Ҫеҫен хир ҫинче ҫулнӑ курӑкӑн пуҫа ҫавӑракан, яланах кӑштах салхулантаракан ырӑ шӑрши тӑрать, ҫул хӗррипе ларса тухнӑ юманлӑхсенчен сулхӑн тата ҫӗрме тытӑннӑ ҫулҫӑсен чуна ҫӗклекен шӑрши перет; каврӑҫӑн пӗлтӗрхи ҫулҫинчен вара темшӗн ҫурхи шӑршӑ, кӑштах тата фиалка шӑрши те кӗрет. — Сӑвӑсем ҫырать-и? Пӑшалсене ҫамрӑксем тата пӗчӗк ачасем киле-киле пачӗҫ. Хӑй юратнӑ ӗҫ унӑн пуҫӗнчен лӑпкӑ та кӑмӑллӑ хӗрарӑм сӑнарне вӑхӑтлӑха кӑларма пултарнӑ. Эпӗ бальнибарби чӗлхипе калаҫрӑм, ҫамрӑк тӑлмач ман сӑмахсене лаггнегг чӗлхи ҫине куҫарса пычӗ. «Чӑнах килте мар-и?» ыйтрӗ асӑрханма юратакан ткач. Мӗншӗн эпӗ ҫурҫӗре каясшӑн-ха? — Ҫапла ҫав, эпӗ те уншӑн, пысӑкрах пулнӑ пулсан, укҫа илеттӗм; чи малтан эпӗ курнӑ-ҫке ӑна. Манӑн ҫурта ҫунтарса ячӗҫ. «Тен, кашни минутрах кӗрслеттерсе пеме пултаракан авӑрланӑ тупӑ кӗпҫи ӑшне анса кайни — вӑл ӑссӑр хӑтланни ҫеҫ пулӗ», тесе шутлатӑп эпӗ хам ӑшӑмра. Чӑн, пулкаларӗ ман патӑмра Филипп Иванович Потачников. Вӑл ман хӗре чӑнах та качча илесшӗнччӗ; хӑйне йӗркеллӗ тытакан, ӗҫмен ҫын тата нумай вӗреннӗ пулсан та, эпӗ ӑна нихҫан та хӗре качча паратӑп тесе шантарман. Мӗншӗн вӑл Джеральда хӑваласа ҫитесшӗн пит васканӑ, хӑйӗн йӑлисем йӑваш пулнӑ пулин те, мӗншӗн вӑл ҫӗр хута Джеральд хыҫҫӑн кайнӑ? Вӑл чӗлхене пӑсса ҫав сӑмахсене каланӑ хушӑра эпӗ унӑн аялалла уснӑ куҫӗсем ҫине анранӑ евӗр пӑхса тӑтӑм. Хӑвна чаплӑ ҫын тесе те ан шутла, акӑ мӗн! — Паян ҫулатӑн-и? Пит те хӗпӗртет ӗнтӗ мисс Пойндекстер! Пачах ӑнланма ҫук. Эпӗ те пуҫа султӑм. — Стромболи, Стромболи! — тесе эпӗ пӗр тӑтӑшран кӑшкӑрса мухтав юррине тӑсса ятӑм, ман хыҫҫӑн пичче те юрлама пуҫларӗ. Хӑйӗн курайманлӑхне ку сӑмахсемпе ҫеҫ палӑртса пӗтерейменнине туйса, вӑл кӑшт шухӑшларӗ те хушса хучӗ: — Ирсӗр этем! Йытӑ хӑраххи! Дымовӗ, ним пулман пекех, Егорушкӑна асӑрхама та пӑрахрӗ ӗнтӗ, Кирюха патнелле ишме пуҫларӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Эй-эй-эй! Ҫак курайманлӑх вӑл — усал ӗҫе пӗрле тӑвакан икӗ ҫыннӑн курайманлӑхӗ пулнӑ, — усал ӗҫ тума хӗтӗртнишӗн те, усал ӗҫне тунишӗн те. Эпӗ аҫа ҫапса пӑрахнӑ пек шартах сикрӗм, пӗр сӑмах та чӗнейместӗп. Эпӗ питех те ывӑнтӑм, анчах манӑн пичче лаша ҫинче малтанхи кунхи пекех питӗ ҫирӗп, тӳрӗ ларса пычӗ. Вӑл ҫӗре шӑтарса пысӑк мар ҫаврашка кӳленчӗк туса хунӑ, унтан вӑл, курӑк ҫинче чӗркӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатса, пӗчӗк ҫырманалла ҫинҫен юхса выртать. Лайӑх, майор юлташ! Федя пӗшкӗнчӗ те, чеен кулкаласа, ӑна хӑлхинчен темскер пӑшӑлтатса каларӗ. Кедрон юххине кӗрлесе пухӑнакан ту шарлакӗсенчен шыв кӗрттерсе, порфир ҫыпӑҫтарнӑ чул мунчасем, мрамор бассейнсемпе сулхӑн паракан фонтансем тутарнӑ патша, кермен тавра йӑлтах садсемпе ращасем ларттарнӑ тата Ваал-Гамонра иҫӗм пахчи ешертме пуҫланӑ. Синопа хӑй упа йӗрӗпе мар пынине пӗлнӗ, мӗншӗн тесен упан хӳри кӗске пулнӑ. Ял хӗрринчи килхушшинче Андрей тем чухлӗ хурӑн хӗрес хатӗрлесе хунине курчӗ, — вӗсене пурне те йӗркеллӗн, чалӑштара-чалӑштара, сарай патне тӑратса тухнӑ. Ҫапӑҫма пултараканнисем пурте хӗҫ-пӑшал ярса тытрӗҫ. Юлашкинчен ывӑнаҫҫӗ те тӗрткелешме пӑрахаҫҫӗ, анчах кашниех малтанхи пекех сыхланса тӑрать-ха. Долинник пӗр самант хушши полковникӗн пӗтӗрнӗ мӑйӑхӗпе яка хырнӑ янахӗ ҫине, унтан «керенка» картузӗн сӑмсипе кокарди ҫине пӑхса тӑчӗ; унтан ун пуҫне сасартӑк шухӑш пырса кӗчӗ: «Тен мӗнте пулин тухӗ?» — Питӗ час манатӑр-ҫке эсир. Вӑл мана кала-кала кӑтартать: — Пирӗн кукаҫей — вуҫех ухмаха кайма пуҫларӗ, ытла та сӗмсӗрленсе карӗ – пӑхсассӑн хӑсас килет! Манӑн пекарь «подручнӑйӗ» пулса ӗҫлемеллеччӗ, «хамӑр ҫын» пулнипе манӑн пекарь ҫӑнӑх ҫӑмарта, ҫу тата пӗҫерсе кӑларнӑ тавара вӑрласран асӑрхамаллаччӗ. Кунта вара вӑл, кичем аса илӳсене пусарас тенипе пулас, ҫӗнӗ хыпарсене ҫулталӑк кайран пӗлни мӗн тери кӑмӑллӑ марри ҫинчен нумайччен каласа пачӗ. Ҫак тискер вырӑнсенче ӑна мӗнле хӑрушлӑх тӗл пулсан та, вӑл ирӗкре, хӑй пурнӑҫӗшӗн кӗрешме пултарать! — Сирӗн тарма май пулнӑ, тейӗпӗр, — ҫӗнӗрен ыйтрӗ Монтанелли. Герцог хӑйӗн саквояжӗнчен пӗр ҫыхӑ пичетленӗ пӗчӗк афишӑсем туртса кӑларса сасӑпа вулама тытӑнчӗ. Эпӗ пӳлӗмре ларатӑп. Христофор атте мӗнле кулӑпа ҫывӑрса кайнӑ, ҫавнашкал кулӑпах вӑранчӗ. Корчагин хӑвӑрт тумланчӗ. — Тинӗс ҫинче ҫитӗннӗ кашкӑр вӑл. Эх, айван… — Эсир ӑҫтан пӗлетӗр? Кам тунӑ вӗсене? Черня! — «Анна Каренинӑри» пекех, — терӗ Катя. Сире лару-тӑру ҫинчен каласа памалла. Тарӑн канав урлӑ хӑлтӑр-халтӑр пӗчӗк хӑма кӗпер сарса хунӑ; кӗперӗ ҫийӗпе, ишӗлсе анасран хӑрамасӑр мар ӗнтӗ, ҫӑмӑл санитарнӑй машинӑсемпе повозкӑсем ҫеҫ каҫса ҫӳреме пултармалла. Дубава Шумский ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ те юри мӑшкӑласа каларӗ: — Сана никам та нимӗн те хушмасть. Мӗскӗнӗмҫӗм! Ачамҫӑм, кил, сана хамшӑн та, упӑшкамшӑн та чуптӑвам! Прошение вуласа пӗтерсен, судья Иван Иванович патне пычӗ те ӑна тӳминчен тытса, ҫапла каларӗ: «Мӗн тӑватӑр-ха эсир, Иван Иванович! Шухӑшӗ те пӗрре ҫеҫ халь унӑн: вӑйран сулӑнса каяс марччӗ, тӗттӗмре такӑнса чирлӗ ҫынна ӳкерес марччӗ, тет вӑл хӑй ӑшӗнче. Эпӗ тепӗр хут каларӑм. — Апла-тӑк мӗн-ма унӑн ҫынла е кушакла калаҫмалла? Штурман манӑн латышла сӑнарлӑн, яланхи пекех васками куранчӗ. «Шел, ҫавӑн чух персе пӑрахмарӑм эпӗ ӑна», — вуннӑмӗш хут ӳкӗнсе илнӗ те Яков, шпиона укҫа панӑ май ӑна:— Эсӗ асту, асӑрханарах! — тенӗ. Кунта, конференцие, вӗсем чылайӑнах килнӗ. Судья вӑл — унӑн совеҫӗ. — Ей, Дуня, сӑмавар ларт та хӑйма илсе кил, — тесе кӑшкӑрчӗ станца пуҫлӑхӗ. Эпӗ — Чайка иккӗ… Хӗвел ҫинче пӑнчӑсем нумай пулсан, протуберанецсем те нумай пулаҫҫӗ. Вӗсем тата яланах Хӗвел пӑнчисен ҫывӑхӗнчен тухаҫҫӗ. Акӑ вӑл ҫав чӑтма ҫук йывӑр та пӗлмен ҫӗклемпе авӑнса анать, акӑ ӳкет те, анчах ют хула ҫаплах кӗрлет; йӑнӑшать Вавжон, Христоса чӗнет, анчах кунта хӗресӗ те ҫук вӗсен, хула ҫеҫ кӗрлет, кӗрлет; ав лере, улӑм ҫинче, ҫӗрелле пӑхса шӑппӑн асапланса, выҫӑ хӗрӗ ларать. Эпир хӑранипе хытсах кайрӑмӑр. Анчах та вӑл та хӑйӗн сӑмахне, мана идеалист тенине, калле илтӗр… «Юсан!» — командӑлаҫҫӗ-иҫ сирӗн. — Ан шавла, амӑшӗ! Мӗн тӑвас-ха пирӗн? Том унтан ҫилленсе, мӑшкӑлласа кулса пӗтерчӗ! — Ку пурлӑха тытса тӑнӑ помещик Андрей Гаврилович Дубровский турӑ ирӗкӗпе вилчӗ, — эпир сана пӗлместпӗр, пӗлесшӗн те мар. Пуҫилле ямалла-и? Ӑна ӗненеҫҫӗ. — Ну-ка, мана та лартса кай! — тенӗ старик, экипаж ҫине упӑте пек ҫӑмӑллӑн сиксе. — Эпӗ санӑн улпутна пӗлетӗп, — терӗм эпӗ. Кивӗ, кирлӗ мар, кая тӑрса юлнӑ япаласене, — мӗскӗн пахчасене, чӑхсене, виноградӑн йӳнӗ сорчӗсене, — пурне те сирпӗтсе-аркатса ярӗччӗ вӑл, хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи лайӑх культурӑсем лартса тухӗччӗ, пӗтӗмпех ӑнӑҫтарса ҫитерӗччӗ; чӑнласах ӗҫе тытӑнсан, ҫакна йӑлтах туса ҫитерме пулать, тет вӑл. Андрей ҫавӑнтах ишӗлчӗк хушшинчен сиксе тухрӗ те, ҫиленсе те хаярланса, малалла ыткӑнчӗ. Самолётпа ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн ку — пӗрремӗш савӑнӑҫлӑ ҫыру пулнӑ. Ҫак ҫырура вӑл хӑйӗн савнӑ хӗрне хӑй пӗрмаях ун пирки тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен ҫырнӑ, хӑюсӑртараххӑн пулин те — хӑйсем вӑрҫӑ хыҫҫӑн тӗл пулма пултарасси ҫинчен, Оля хӑйӗн шухӑшӗсене улӑштармасан — пӗрле пурӑнма пултарасси ҫинчен ӗмӗтленнине систернӗ. Вӑл хисепе тивӗҫлӗ. — Ан яр! Игнат мӑнаҫлӑ сасӑпа каласа кӑтартрӗ: — Эпӗ хаҫат салатса ҫӳрекенни пулнӑ, эпӗ утма пит лайӑх пултаратӑп. — Мӗн? аван-и? — ыйтрӗ Марья Николаевна темӗнле тӗлӗнмелле пӑшӑлтатса. (Вӑл ҫатанне ҫӗре лартрӗ те, кӑмпасене витсе тӑракан пысӑк хупах ҫулҫине ҫурри таран уҫрӗ.) Сире ҫак йӗплӗ чӑтлӑх вӑрманта тӗл пуласси ҫинчен кам шухӑшлас пур-ха? Ярсамӑр, тархасшӑн, бром илмешкӗн… тата… кӑштах шурӑ эрех. «Каярахпа сана, хӑвӑн хозяюшкупа пӗрлех, акӑ мунча пулӗ!» Тӗттӗмленсен, вӗсем аякра ларакан пӗчӗк тӗрме таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳреме тытӑнчӗҫ, мӗн те пулин пулӗ те, пире тӑруках мӗнпур йывӑрлӑхран хӑтарса кӑларӗҫ тесе ӗмӗтленчӗҫ пулӗ вӗсем. Эпӗ чарӑнтӑм, вара ҫав кунтан пуҫласа манӑн пурнӑҫ чӑтмалла мар пулса тӑчӗ. Халь вӗсем кунта, нимӗҫсем килнӗ ҫӗрте ҫеҫ мар, тылра та, Атӑл тӑрӑхӗпе Ҫӗпӗрте те, пуҫ ҫӗклеме пуҫлаҫҫӗ. Унтан тӗпчевҫӗ, ҫурҫӗр широтин икӗ градусне ишсе ҫитсен, Луалаба-3аир е Конго шывӗн ҫӳлти пайӗ иккенне, ун юхӑмӗпе кайсан тӳрех пппп хӗррипе тухма май пуррине тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫак ҫула суйласа илнӗ те ӗнтӗ Стэнли. Мучи Сергей сассипе вӑранса кайрӗ. — Ҫук-ха, — ответлерӗ Горева. Сехри хӑпса тухнипе, Марийка вилерен аяккалла пӑрӑнчӗ. Букин унӑн сассине илтрӗ те, пурне те хӑй хыҫҫӑн ертсе, хӑвӑрт ун патне пырса тӑчӗ, вара аллисемпе сулкаласа, пӑлханнипе хӗрелсе кайса кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Вӑрланӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн присяжнӑйсем, ахаль ҫынсем, хресченсем, мещенсем суд тӑваҫҫӗ, — чимӗр-ха! — Апла тӑк мӗншӗн тавлашатӑр тата, — тенӗ Ривэра. Пӗр вӗри юнлӑ ҫамрӑк полковник, мӗскӗн Андрия ҫавӑрнӑ чаплӑ полячкӑн тӑван пиччӗшӗ, нумай шутласа тӑмарӗ, лашине пӗтӗм вӑйпа козаксем хыҫҫӑн сиктерчӗ. Мӗнех вара вӑл камер-юнкер пулни. Ах, турӑҫӑм, ҫук — вӗреннӗ ҫын мар эпӗ тата нимӗнле талант та ҫук манӑн. — Генерал сире… кунтан… кайма хушрӗ… хӑвӑртрах… анчах шӑппӑнрах вара… каялла, каялла мар, резерв патнелле, — терӗ Праскухин, тӑшман персе тӑнӑ ҫӗрелле чалӑшраххӑн пӑхкаласа илнӗ май. Степан Бояркин хушнӑ ҫӑмӑл ӗҫсене вӑл хавассӑнах, хӑвӑрт та тӗрӗс туса тӑратчӗ: ӑҫта та пулин ярсан — чупсах каятчӗ; ӗҫленӗ чух пулӑшу кирлӗ пулсан — вӑл яланах ҫумраччӗ. — Тимошкӑна санпа пӑтраштарнӑ тетӗн-и? — мӑшкӑлчахлӑн кулса илчӗ Шалый. Акӑ халь, ҫавӑн пек Тарас вырӑнне, ун умӗнче хӳхӗм ҫын, тирпейлӗн тумланнӑскер, ашшӗ сӑнарӗнчен мӗн пурӗ те ҫӑварти сигарпа анчах уйрӑлса тӑраканскер, ларнӑ. Вӑл шухӑшлать. Амӑшӗ ӗҫе каясси ҫинчен тата та калаҫрӗ, анчах Павел кутӑна печӗ, вара амӑшӗ ывӑлӗпе килӗшрӗ. — Эсӗ ҫавӑн пекех шутлатӑн-и? — тесе ыйтнӑ плантатор, ҫав хыпара илтсен хытах хумханса кайнӑскер. — Ҫитӗ! — терӗ майор, темӗн чухлӗ ятсен айне пулнӑскер. — Капитан, — терӗ вӑл: — мана унпа пӗрле лартса тинӗс тепӗр енне илсе каҫӑр. Ав, епле сыхланусӑр ҫын иккен эсӗ, Алексей Вениаминыч. Ҫав кун кӑна округран таврӑннӑ Тимофей — Фрол Рванӑйӑн ывӑлӗ — кантӑка тӳртӗн тӑрать. Эпӗ медицина кандидатне, талантлӑ учёнӑя, алла винтовка мӗншӗн тытма кирлине ӑнланман. Ҫав каҫ, тем пек каясшӑн мар пулчӗ пулин те, унӑн Альтмансем патне аялти хута анмалла пулчӗ. — Эсир графиня патне ҫаплах ҫыраймарӑр-им-ха, савнӑ чунӑм, — терӗ вӑл арӑмне французла, питӗ лӑпкӑ, анчах кӑмӑлӗ ҫирӗппине палӑртакан сӑнпа. Анчах нимӗнле тӗрме те, чӑтса ирттернӗ асап та ӑна хӑй тытнӑ ӗмӗтӗнчен сивӗтеймен, унтан та ытларах калас пулсан, вӑл тӑван ҫӗршывне таврӑннӑ хыҫҫӑн, ӑсран каяс пек хӑюллӑн та хӑй вилме хатӗр пек тӳрӗ ҫын пулса, пусмӑрҫӑсемпе хӗрсе кӗрешме таврӑнчӗ, тӑван Болгарине вӑл фанатизмла юратать. Урпа кӳпсе тултарнӑ лаша пек, сиплекен чӑлха тӑхӑнса ярам-ха акӑ вара каллех каччӑ пек ташлама пултаратӑп. Эпӗ «калаҫма» тытӑнсан, пичӗ-куҫӗ улшӑнатчӗ унӑн, вӑл вара хӑлхисене хупласа хуратчӗ. 1710 ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче эпир сиен курмасӑрах Амстердама ҫитрӗмӗр, ҫул ҫинче пурӗ те тӑватӑ ҫын кӑна ҫухатрӑмӑр; виҫҫӗшӗ тӗрлӗ чирсемпе чирлесе вилчӗҫ, тӑваттӑмӗшӗ Гвинея ҫыранӗсем патӗнче бизань-мачта ҫинчен ӳксе тинӗсе путрӗ. ССР Союзӗн ҫӗнӗ конституцин тивӗҫӗ Пилӗк уйӑха яхӑн пӗтӗм халӑх сӳтсе-явнин результачӗсене пӑхсан, Конституци проектне ҫак съезд ырлӗ, тесе шутлама пулать. — Алла тытсан вӑл типӗ пек туйӑнать, анчах вӑл ҫыпӑҫтарма питех те юрӑхлӑ. Ҫӑраҫҫи пек, шыв тӗпнелле путатӑп. Ҫав тери пӑчӑ шӑрӑх, юлашкинчен хамӑрӑн вӑй-хӑватпа пултарулӑха та перекетлеме хӗтӗртрӗ. Унта бойницӑсем те, чӳречесем те, тӗнӗ шӑтӑкӗсем те ҫук, ҫутӑ тата сывлӑш виле шӑтӑкӗнчи чухлӗ кӑна. Ӑс-тӑнӑн хӑйӗн аталанса ҫирӗпленнӗ шухӑш-кӑмӑл пулма пултарать. — Форт е сеттльмент таврашӗнче шырасан, усси ҫук. Ҫавӑнпа та магнит туртӑмӗн тӗлӗнмелле центрӗ ытла тарӑнах мар выртать пулас. Ҫынсем манчӗҫ сана, турӑ манчӗ, хуйхӑ пӗтӗмпех хавшатрӗ, хуть вилӗм ачашлатӑр эппин. Темскер мана пуҫран ҫапнӑ пекех туйӑнчӗ, эпӗ вырӑн ҫинчен тӑрса, урасене хуҫлатса лартӑм. Пӗр пилӗк минут та лармасӑр, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ те диван ҫине кайса выртрӗ. Вӑл, халичченхи пекех, студентсемпе, уйрӑммӑнах, нимӗҫсен айван профессорӗсене хӑйсем япала ҫине уррӑн пӑхнипе малтанлӑха тӗлӗнтерекен, каярахпа ҫав профессорсенех хӑйсем нимӗскер ӗҫсӗр, пачах наянланса кайнипе тӗлӗнтерекен ҫамрӑк вырӑс физикӗсемпе тата химикӗсемпе явӑҫса пурӑнать. Лось шӑлне ҫыртса лартрӗ, куҫӗсем кашни вак-тӗвеке шӑтарасла, тимлӗн сӑнаҫҫӗ. Ҫук, тата кӑштах тӑхтас-ха… — Такам вӗсене кунта илсе килет, — терӗ вӑл тепӗр хут куҫӗсем патне бинокль тытса. Вернер ман пӳлӗме кӗнӗ чухне эпӗ диван ҫинче алла пуҫ айне хурса, мачча ҫинелле пӑхса выртаттӑм. Сывӑ пултӑр Лантенак! Хаяр кӑшкӑрашу илтӗнет. Пӗр каласан, ман шутпа, чунсем пысӑк сиенех кӳме пултараймаҫҫӗ. Ял Совет председателӗ, нумай тӳссе курнӑ казак, икӗ вӑрҫӑра пулнӑскер, милиционера ҫапла каларӗ: — Пӑх-ха эсӗ, Лука Назарыч, темле ирсӗр усал вилнӗ ҫынтан мӑшкӑлласа кулнӑ вӗт! Дунаев хӑть мана Нильспа Корольков пек тарӑхтармасть. Вӑл ача — хулиган, эсӗ — айван, — хӑй пӑлханнине палӑртас мар тесе, сиввӗнрех калама тӑрӑшрӗ Ольга. Ирхине ӑна вӑл «Первомайский» колхоза ячӗ. Телеграмминче вӑл полковнике субсиди илме васкавлӑн киле таврӑнма хушрӗ. 1859 ҫулти майӑн 20-мӗш кунӗнче шоссе ҫинчи постоялӑй дворӑн лутра крыльци ҫине тусанланнӑ пальтопа клеткӑллӑ панталон тӑхӑннӑ ҫын, тин ҫеҫ хӗрӗхелле ҫитнӗ улпут, ҫара пуҫӑн тухса тӑчӗ. Аслӑ Артамонова ку та кӑмӑла кайнӑ: вара Серафим Яков ҫинчен намӑссӑррӑн юрланӑ: Яша Машӑна лӑпкать, Хӑй нимӗн те ӑнланмасть… — Енчен, ҫумӗнче хуҫи пулмасан… — тавҫӑрчӗ ҫамрӑк. Эпӗ аллӑ ҫулта пулни — мӗнех вара вӑл? Эпӗ Засекина госпожа ҫырӑвне аннеҫӗм мӗнле хуравланине пӗлтертӗм. Урамра вӑл ҫапла каларӗ: — Халӗ каллех чакаланма, айӑплине шырама тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Хӑйне шаккаса хурасран хӑрать… Вӑл полковнике курчӗ те чупса пырса:— Пурте йӗркеллӗ, пане полковник, — тесе рапорт пачӗ. Ачасене тарҫӑ-тӗрҫӗсемпе нихҫан та калаҫтармаҫҫӗ. Чи малтанах — Венгри вӑтам ӗмӗрсенчи патшалӑха аса илтерет. Эпир те йӗпе-сапара пӗрре кӑна мар ҫӳресе курнӑ. Кивӗ, йӑшарах панӑ, хӑшпӗр тӗлтен ҫараларах та панӑ мундирӗ Анна Иоанновна саманинчи ҫар ҫыннине аса илтерет. Вара, хурлӑхлӑн йӑл кулса, пӑшӑлтатса илчӗ: «Мана ватлӑхра телей кӳме вырнаҫаҫҫӗ, урӑх шутпа мар…» Анчах пӗрремӗш юланучӗ лӑп куҫран ҫухалнӑ тапхӑрта тенӗпе пӗрех сеттльмент хӗрринче иккӗмӗш юланут курӑнса кайнӑ, вӑл та ҫав ҫулпах пынӑ. Вӑл манпа икӗ вӑрҫӑра пулнӑ, мана вун пилӗк ҫул хушши илемлетнӗ. Вара корольтен старик ҫапла ыйтрӗ: — Калаймӗ-ши мана ҫак джентльмен, Питер кӑкӑрӗ ҫинче мӗнле татуировка пурччӗ? Ахалех, пирӗн хушӑра — юнлӑ тавӑру. Акӑ эпӗ ҫамрӑк чухне хуторта пурӑнаттӑм. — Ну-и, пакӑлти, — пуҫне сулкаласа илчӗ Гейка. — Ку та тӗрӗс, — килӗшрӗ Давыдов. О, сенкер савнӑҫ!» Вӑл мана та, тӗнчере мӗн пуррине те йӑлтах маннӑ тейӗн, алли ҫине янахӗпе тӗревленнӗ те шухӑша путнӑ. Вӑл хӑйне Елена хурлать пулӗ тесе шутларӗ; анчах лешӗ ӑна хурламан. Ывӑлӗн ҫивӗччӗн пӑхакан куҫӗ унӑн пичӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ те, вӑл пит те уҫӑмлӑн каласа хучӗ: — Калаҫмаҫҫӗ. — Ҫук, ҫук, хам патах хуратӑп, манӑн пӳрт аслӑ, иккӗнех пурӑнатпӑр эпир, вырӑн ҫитет, пашалуне пирӗн пата пырса та парӑн, — кирек ӑҫта ҫисен те пурпӗрех мар-им? Ман йӑмӑк-и? Боцман пулнӑ ҫын темӗнле вӑрттӑнлӑх ҫинчен пӗлет пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ вӗсем, анчах вӑл мӗн пӗлнисем вӗсемшӗн пысӑк вырӑн та йышӑнма пултараймаҫҫӗ. Пӗр миххи ҫуккине курсан, хӗрсем кӑштах тӗлӗнчӗҫ. Ох! Тупа туса калатӑп, вӑл хура ҫӗлен пулчӗ, леш мистер Стумп вӗлернинчен усалтарахскер. — Онегии. — «Пирӗн Тӑван ҫӗршыв умне тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтерме мӗн кирлӗ-ха, — вулама пуҫларӗ вӑл, хӑй карандашпа паллӑ тунӑ вырӑнти сӑмахсене, — тата тӑшмана ҫӗмӗрсе тӑкма мӗнле мерӑсем йышӑнмалла-ха?» Географиллӗ обществӑн учёный секретарӗ татах чӗнмест. Унӑн хӑйӗн граждӑнла сасӑ тивӗҫлӗхӗ пур, ан тив вӑл ответне те хӑех тыттӑр! — кӑшкӑрсах каларӗ малти ӗретре ларакан Михаил Игнатенок. Томӑн ҫак калаҫусенчен ниҫта тарма та май пулмарӗ. Рабочисем унӑн кӑшкӑрӑвне тытса илнӗ, вара пурте пӗр сасӑпа, мӗнпур ӑшчикпе хавхаланса, кӑшкӑрса янӑ: — Ка-айрӗ! Лайӑх каччӑ вӑл санӑн, пурте ҫапла калаҫҫӗ, пурте хӗрхенеҫҫӗ. Эпӗ хавас, халь эпир сирӗнпе курнӑҫма пултаратпӑр. — Брем — тӗлӗнсе каймалла лайӑхскер, эпӗ ӑна юрататӑп, — лартса хучӗ Ромашов. Ҫаврӑнса пӑхсанах, вӑл Фелим кӑкӑрӗ ҫинче хӗп-хӗрлӗ йӗр пулнине курчӗ. Сунарҫӑ тӗлӗнмелле йӗрсене пит хытӑ пӑхнине курсан, Морис тата хытӑрах пӑшӑрханса ыйтрӗ. — Мӗскер-ха вара ку капла? Пеме те вӑхӑт памарӗҫ: хӗҫсемпе тата вӑрӑм сӑнӑсемпе ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Анчах ҫӑвӑн пек ӑна ку таранччен нихӑҫан та никам та курман, вӑл шутра Кольхаун та. Каять вара тӗнче тӑрӑх вӗсем ҫинчен чап, вӗсем пирки вара малашне ҫуралакан мӗнпур ҫын калаҫать. Вӑл кулса илчӗ. Вӑл ҫав тери ерипен, шанчӑксӑр утӑмсемпе, утас-и-утас мар-и, тенӗ пек ҫеҫ утрӗ — кашкӑр та ун йӗрӗпе ҫав-ҫавах сӗтӗрӗнсе пычӗ. Ҫав каҫхине вара, шӑвӑнса килен тӗттӗм ҫанталӑк ҫиҫсе тӑран тинӗсе хупласа илнӗ вӑхӑтра, вӑл хӑй тинӗс хӗррине пӗр тӑватӑ милӗрен ытлах ҫывхарайманнине чухласа илчӗ. Ҫавӑнтах, купӑсҫа питӗнчен револьверӗпе тӳррӗн тӗллесе, Яков сасартӑк капланса килнӗ хаярлӑхпа юнаса илчӗ: — Акӑ, эпӗ санӑн пуҫна персе аркатӑп! Носков куҫӗсене ҫӗклерӗ, унтан каллех ҫӗлӗк ӑшнелле пӑхса, татӑклӑн каласа хучӗ: — Харкашу-мӗн ан тӑвӑр. Тӗкне тат та тӳрех хурана яр ӑна — дисциплинӑна пӗлмен усала! Сергей ытла нумай вӑйӑ пӗлмест, анчах пӗлнисене, акробатсем каларӑшле, «пит таса», юратса тӑвать. Ҫавӑнтан вара манӑн, чирлӗ ҫыннӑн, тертлӗ-асаплӑ пурнӑҫӑм пуҫланса кайнӑ! Сӗтел ҫинче икӗ чернильница тата хӗрлӗ сургуч, пӑхӑр пичет, таса хут листисем, икӗ сарса хунӑ плакат выртаҫҫӗ; пӗри — республика тӑшманӗсем тесе шутланакан ҫынсен списокӗ, тепри — Конвент декречӗ. — Э-э, эсир килтӗр иккен! — Кам унта? — терӗ дама! Ҫӗрле ҫак асӑннӑ икӗ ушкӑн пӗр-пӗрне хирӗҫ пырса перӗннӗ, кунта вӗсем пограничниксем хӑйсене тӳсӗмлӗн тыткалама пӗлнипе ҫеҫ пӗр-пӗрне персе вӗлерсе пӗтермен. — Чӑнах-и? Хорь Полутыкин господина витӗрех курать; Чупкаласа ҫӳресси лӑпланса та ҫитейменччӗ, Смурый патне тальма тӑхӑннӑ хӗрарӑм аллине кашӑк тытса чупса пычӗ те, ун сӑмси патӗнчех кашӑкӗпе хӑмсарса:— Эсӗ епле хӑйма пултаратӑн? — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Упа саррисен айӗнче уҫӑ та сулхӑн, ҫавӑнпа пурте ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ. — Манӑн? — кулса ячӗ Поднебеско. Хучӗ хырӑмра ҫӗрсе кайнӑ хыҫҫӑн, пуҫ ыратнине чаракан эмел пуҫ мими патне хӑпарать, хӑйпе пӗрле вӑл теоремӑна илсе пырать. — Ҫапла тӑватчӗҫ ӗлӗк пирӗн Кубаньте. — Тепӗр ҫырана каҫӑпӑр, — терӗ Уэлдон миссис. Йӑмӑкпа эпир ӳлесе йӗрсе ятӑмӑр, вӑл пирӗн ҫине пӗрре те пӑхмарӗ. Эсир-и? «Аха, сӑмсине хӗстерсе лартрӗ», — шухӑшларӗ аслӑ Артамонов тулли кӑмӑлпа, савӑнса. Людмила, чей тултарса, амӑшне полици лере кама кӗтсе тӑни паллӑ пӳличчен киле кайма тӑхтама ӳкӗтлерӗ. Парать ӑна кашкӑр ҫав виҫӗ куна, ҫимест, куҫ илмесӗр сыхлать ҫеҫ. — Анчах кӗленчи ӗнтӗ пушӑпа пӗрех вӗт-ха, ҫамрӑк хуҫа та астума пултарать. Малалла ӳпӗннипе кӑшт кукӑрӑлнӑскер, вӑл сиксе ӳкме хатӗрленнӗ кушак пек курӑнчӗ. Мӗн мура вӗҫтерсе килчӗ-ха вӑл кунта? Пӗр ҫирӗм ҫулта чухне тӗл пултӑм та ҫавӑнтанпах юратса пурӑнтӑм ӑна. Хур ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ та, урисене ҫӳлелле тӑратнӑ. — Мӗнле ӗҫ? Лоттин сӑмсахӗнчен вӗсене хӑвалама виҫӗ кимӗ сиксе тухрӗҫ. Эпӗ букмэкерсем ҫинчен те, арена ҫинче пулма пултаракан тӗрлӗ комбинацисем ҫинчен те нимӗн те каламастӑп. Хӗрсем, алла-аллӑн тытӑнса, тусанлӑ площадь ҫинче, юхнӑ пек утса, ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Халех вуникӗ сехетри поезд ҫитмелле, а эсир чакаланатӑр, — терӗ вӗсенчен пӗри, сарлака хулпуҫҫиллӗ те хӑрах куҫлӑскер, хулӑн та тӑватӑ кӗтеслӗ питҫӑмартиллӗскер. — Хӗрӗх ҫул ӗнтӗ ҫутҫанталӑкпа куҫ хупмалла вылять. Эпир ҫӑвара уҫӑ тутасемпе сиктеркелетпӗр, анчах хӑлха патне пырса каласан та пӗрне-пӗри илтсе ӑнланма пултараймастпӑр. Урамри иртен-ҫӳренсем хӗрлӗ сараппанлӑ, ҫара уран хӗрача ҫине тӗлӗнсе пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Вӑл пур, виҫҫӗмӗш хутри чӳрече янаххи ҫине ним шиксӗр тухса тӑнӑ та уҫса хунӑ кантӑксене шӑлса тасатать. Озеров сасартӑк картӑ ҫине чышкипе ҫапрӗ. Эдуард Гленарван авланни виҫӗ уйӑх кӑна-ха. Хӑш чухне чиперех пек пулкалатчӗ: самантлӑха вӑл Макҫӑм каланӑ туйӑмсенех туйса илетчӗ, ҫав туйӑмсем вара тавралӑхпа анлӑх ҫинчен хӑй мӗн ӑнланнипе пӗтӗҫетчӗҫ. Икӗ хутчен петӗм. — Кашни харампыр пуҫне ҫулталӑка пӗрер кубометр! — тесе урнӑ пек сурса илчӗ Токарев. — Клисурӑ пӗтрӗ-ҫке, — салхуллӑн каласа хучӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри. Кранчӗ хӑш еннелле? Эсӗ ху ӑҫта ҫуралса ӳснине те пӗлместӗн-и? Пирӗн хӗҫ-пӑшал ҫук. — Апла самай пысӑк-ҫке! — терӗ маркитантка. — Ку сӑмахсем хыҫҫӑн генерал чӗлӗмне ӗмсе илсе тӗтӗм кӑларса ячӗ те. — Мана ҫав тӗрлӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ алгебрӑпа геометри! Анчах та эпӗ хирӗҫ каланине хытса кайса итлесе ларчӗ. Хӗрелнӗ куҫӗ типпӗн ялкӑшса, тӗксӗм сӑнне тарӑху кӑварӗн ҫутипе ҫутатса тӑрать. Амӑшӗн, хӑй утса пынӑ май, надзирателе васкатма ҫурӑмӗнчен тӗртесси килчӗ. Ку питех те, питех те лайӑх мар. Хӑй ӑшӗнче вӑл Макарихӑна тем те каласа вӑрҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата хӑйне хӑй лӑплантарса та хӑтланчӗ: «пултӑрах ӗнтӗ, ҫӑва патне вӑл распискӑпа! Кӑшкӑрса йӗрсе ярас мар тесе, шӑлӗсене хытӑ ҫыртса, Джемма кухньӑна тухса кайрӗ. Мӗн тери паха машина пулнӑ вӑл опытлӑ алӑсенче! Николай хӑй аллине вутпа пӗҫертнӗ пекех, каялла туртса илчӗ. — Мӗн тери сахал ӗненетӗн эсӗ ҫынсене, Антоныч, — терӗ Баринов кӑмӑлсӑр, пӑшӑрханнӑ пек пуҫӗпе сулкаласа. «Сывӑ-и, мӗскӗнӗм!» тет вара вӑл, чи чӑлахрах та саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ тумтирлӗ карчӑка тупсан. Анчах эпӗ ӑна пӗлменпе пӗрех вӗт. Кунсӑр пуҫне тата вӑл мана кураймасть. Вӑрҫӑран Морозовсенчен пӗри, Захар, хӗрлӗ кӗсен-ҫӑпанлӑ, ҫунса кайнӑ, кукша пуҫлӑскер, георгиевски хӗрес ҫакса таврӑнчӗ; унӑн пӗр хӑлхи татӑлнӑ, сылтӑм куҫхарши вырӑнӗнче — хӗрлӗ ҫӗвек пулнӑ, унӑн айӗнче темле лӑпчӑнса ларнӑ вилӗ куҫ пытанса тӑнӑ, тепӗр куҫӗ вара хыттӑн та тимлӗн пӑхнӑ. — Апла пулсан, ман сирӗнпе калаҫмалли нимӗн те ҫук. Курӑк вырӑнне ҫӗр ҫинче шӑршӑллӑ дрок тата чечеклӗ йывӑҫ тӗмисем ешӗреҫҫӗ. Вӗсем каланӑ сӑмахсене эпӗ хам асӑмра калама вӗрентӗм, май килнӗ таран вӗсене хамӑн дневник ҫине ҫырса хутӑм. Вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ пӑсӑлнипе нимӗн те калаҫманнине ӑнланса илтӗм ӗнтӗ. Чутун ҫулпа каймалла, унтан — шыв тарӑх, тата лашапа; пилӗк эрне каймалла тет пулас, авӑ, ӑҫталла ҫын кайса кӗрсе ларнӑ… Вӑл кӗрӗк пиншак аркисене сирсе, гимнастёрка аркине ҫӗклерӗ те брюки тӳмисене вӗҫертме тытӑнчӗ. Анчах, ӑна тӗлӗнтермелӗх, каюра ҫулӗн сарлакӑшӗ сахалтан та икӗ фута яхӑн. Ку вӑл ҫӗр айӗнчи ҫул, ун тӑрӑх хыткан энтомолога шуса иртме йывӑрах пулмарӗ. О, хура ҫӗртен вӑй илсе тӑракан ҫын! Ашшӗ ӑна, халичченхи пекех, ӗҫпе ҫӳретсе хӑшкӑлтарать, арӑмӗ ӑна ухмах… тата литератор, тесе шутлать. А халӗ пурте урӑхла пулса пыма пуҫларӗ, кӑшт юрамасанах — сирпӗн аяккалла! Малалли ик-виҫӗ кун Алексейшӗн ҫӑра та вӗри тӗтрепе хупланнӑ пекех иртрӗҫ, ҫак тӗтре ӑшӗнче мӗн пулса иртнисем темле уҫӑмсӑр тӗлӗк пек ҫеҫ туйӑнса пычӗҫ. Эсӗ кӑтӑклӑ хӗр пекех кулма пуҫларӑн, пачах арҫын евӗрлӗ мар!» Вара вӗсем иккӗш те ҫав тери хытӑ ахӑлтатса кулса ячӗҫ те, амӑшӗ вӗсем ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вӗсем Женьӑна ярса илчӗҫ те ташланӑ ҫӗрелле сӗтӗрсех илсе кайрӗҫ. Вӑйӑ ункинче темӗн те пӗр тӗслӗ кӗпесем, блузкӑсем, сараппансем, чечексем пек вӗлтӗртете-вӗлтӗртете иртеҫҫӗ. Вӑл хӑйне хӑй темиҫе хут та лӑплантарма хӑтланса пӑхнӑ, Олейник темшӗн урӑх шут тытни мана ним чухлӗ те тивмест, текелесе те пӑхнӑ, — анчах ӑшӗ пурӗпӗр вӑркама пӑрахман. Эпӗ ҫырӑва йӑпӑр-япӑр темӗнле япала айне чиксе хутӑм та тула чупса тухрӑм. — Мӗншӗн пултараймасть? — тесе йӑл кулса ыйтрӗ Паганель. — Кӗпӗрнерен тухса килме васкарӗ вӑт. — Эсӗ пысӑкланнӑ ӗнтӗ, Санька. — Петровна мана пуҫран ҫупӑрларӗ. Клозет алӑкӗнчен Матрена Ивановнӑн кӑмакари вут умӗнче хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ ҫиленчӗк сӑнӗ-пичӗ курӑнса каять, вӑл кӑшкӑрать: — Вӑт, Ваҫҫа, пӑх-ха: эсӗ ӗҫлетӗн, вӑл тӑватӑ пӳлӗмре те пӑрулама вырӑн тупаймасть. Ҫур кун ӗҫлетӗп те унта, вара пире иксӗмӗре те ҫитӗ. Ҫак икӗ ҫул Корчагиншӑн питӗ хӑвӑрт иртсе кайрӗ… вӑл вӗсене асӑрхаймарӗ те. Ун пуҫне абрексем вӗлерӳсем ҫинчен ҫынсем хӑйне каласа панисем пырса кӗчӗҫ, вара вӑл кӗтме пуҫларӗ; ак-ак кашни тӗм хыҫӗнченех чеченец сиксе тухать те, Оленинӑн вара е пурнӑҫа хӳтӗлесе вилес пулать, е хӑраса-чӗтӗресе тӑрас пулать. Ӑна сӑнаса тӑракан Уэлдон миссиса ун пичӗ хӗрелнӗ пек, чӗтренсе илнӗ пек курӑнчӗ. Огнянов хӑй сыхланнӑ май йытта вӗлерме пултарасса тӗшмӗртсе, вӑл та ҫак ӗҫе явӑҫрӗ, йытта тинех хӑваласа ячӗ. Вӑл пукан ҫине лайӑхрах ларчӗ, куҫӗ йӑлтӑртатса пӑхать… Пӗр вунпилӗк ҫулхи ача, килте ӗҫлесе пурӑнакансем хушшине пӗрлешсе кайнӑ аристократ ачи пулмалла, пуринчен хытӑрах кулать: вӑл йӗс тӳмеллӗ жилет тӑхӑннӑ, кӗрен галстук ҫыхнӑ, хырӑмне ҫитӗнтерме те ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл ун носилки тавра чупкалать, ӑна асӑрхануллӑн тыткалать, носилкӑна хупӑрласа пыракан ҫынсене чавсисемпе хаяррӑн тӗккелесе аяккалла сирет. — Хуҫа та ҫавӑн пек-и? Анчах телее кура, татса пӑрахнӑ грота шута илмесен, карап тӗрӗсех тӑрать. Анчах ир тӗлне эпӗ ун вӗҫне тухатӑпах, факт, шухӑшласа тупатӑп! Лешӗ вара, ним те пулман пек, васкаса та чыхӑнса, сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Пирӗн халӗ уҫӑ пуху-тӑк, санӑн та, Кодратушка, уҫҫӑн каламалла: колхоза кӗрсен, хӑвӑн мӑшӑр вӑкӑрна колхоза пама ҫавӑтса кайнӑ чухне, вӗсемшӗн кӑшкӑрса макӑрнӑ-и эсӗ е ҫук-и? Хирург Ирина Васильевнӑна латинла темскер вӑрӑммӑн каларӗ те лешӗ сасартӑк шурса кайрӗ, ҫакна Павел сисмесӗр юлма пултараймарӗ. Корчагин, профессорӑн пысӑк кукша пуҫӗ ҫине пӑхса, ҫивӗч куҫӗсенче мӗн пуррине пӗлме тӑрӑшрӗ, анчах та Бажанов — нимӗнпе витерме ҫук ҫын. — Ҫук, ҫук, эсир тӗрӗссипе калӑр! Эсир ирӗк парӑр мана, эпӗ сирӗн валли ҫӑмран ҫыхам, — терӗ. Лайӑх работниксем Мускавра кӑна ҫуралаҫҫӗ тесе ниҫта та каламан-ҫке. Акӑ ӗнтӗ тӗтӗм, тикӗт, кӗлентӗр шӑрши сисӗнме пуҫларӗ, калаҫни, ура сассисем тата кустӑрма шӑлтӑртатни илтӗнчӗ; хӑнкӑрмасем таса уйри пек янӑрамаҫҫӗ ӗнтӗ, улӑм ҫивиттиллӗ, чус хӑмана касса эрешленӗ пӗчӗк крыльцаллӑ, хӗрлӗ те симӗс хупписене уҫса хунӑ пӗчӗкҫӗ чӳречеллӗ ҫуртсем ик енче те лара-лара юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чӳречесенчен пӗр-пӗр хӗрарӑм пуҫне кӑларса пӑхать. Ҫулпуҫсенчен ӑслӑраххисем ҫакнашкал хӑтланни ухмахла япала пулса тӑнине аванах ӑнланнӑ. Вӗсенчен пӗри, ҫыру ҫине хӑйӗн татуировкин паллине лартсан, пророкла ҫапла каланӑ: «Эпир хамӑр ҫӗре ҫухатрӑмӑр. Паянтан вӑл пирӗн мар. Часах ютҫӗр ҫыннисем килсе пире чура туса хурӗҫ!» тенӗ. — Мана асанне хӗнет те… эп ҫапах макӑрмастӑп! Турӑҫӑм…» Ҫурт патне эпӗ тек каймарӑм, вӑрман хыҫӗпе шурлӑх еннелле чупрӑм. Шӗвӗрех салма яшки, чӳпӗк пек ӗне какайӗ, кӑпӑш чӗкӗнтӗр тата вӗтетнӗ хӗренпе нӑймакланса кайнӑ ҫӗрулми, уксуспа хатӗрленӗ угорь пулӑ, шарккупа варени тата кӑвасакрах хӗрлӗ шӗвек сапса хунӑ пудинг евӗрлӗ апат; анчах эрехпе сӑри вара ҫав тери аван! Савельич ямшӑк шухӑшӗпе килӗшрӗ, каялла таврӑнма канаш парать. Анчах ҫилӗ маншӑн пачах вӑйсӑр пек туйӑнчӗ, ҫитес станцӑна лайӑхах ҫитме пулать, тесе шантӑм та эпӗ, утсене хытӑрах хӑвалама хушрӑм. Толине нумай йӑлӑнтарсан тин апата ларма килӗшрӗ. Юлашкинчен, пурте сӗтел тавра вырнаҫрӗҫ. Салтак шинелӗ айӗнче унӑн колонна чӗрипе пӗр майлӑ тапакан чӗре. Лере тулли те илемлӗ пурнӑҫ ҫинчен калаҫакан телейлӗ ҫынсем; темиҫе минут каярах Эвелина та, ҫав пурнӑҫ ҫинчен ӗмӗтленсе ирӗлсе кайнӑскер, вӗсемпе пӗрлехчӗ, анчах ҫав пурнӑҫра суккӑршӑн вырӑн ҫук. — Вӗсем эпӗ тавара мунчана пытарса лавкана хам вут тӗртнӗ, тесе шутлаҫҫӗ. Пухура-мӗнте, тен, кам та пулин мана хирӗҫ калӗ е власть енчен хӗстерме пӑхӗҫ… Пур ҫӗрте те марсиансен кӳлеписем шӑва-шӑва куҫаҫҫӗ. Ну, пуҫла!» Вӑл хура плащпа пӗркеннӗ, шлепкине пичӗ ҫинех пусса лартнӑ пулин те, эпӗ ӑна палласа илтӗм. Юлташа хам килӗшме пуҫланине туйсанах, ӑна эпӗ Иван Иваныч князь патӗнче апатланни тата хамӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен систеретӗп. Таҫта, ашшӗ полкӗн лавӗ ҫинче, пӗр монастырь пекарьнине ҫаратнӑ чух тупнӑ шурӑ ҫӑкӑр миххи пулмаллаччӗ. Чи малтан тӗл пулнӑ ҫынах мана яп-ярса илӗ те ҫисе ярӗ. — Александр Анисимович, пӗлтерменшӗн каҫарӑр, пирӗн пата — хаклӑ хӑнасем! Анчах та, пӗччен мар, йыттипе пӗрле пулин те, йӗри-таврарисем ӑна пурте тата та тӗксӗмреххӗн курӑнаҫҫӗ. Строительство отрядӗнче пӗтӗмпе вунпӗр ҫынна амантнӑ. Итали хӗрӗсем пек-и е грек хӗрӗсем пекрех-и? Анчах… эсир ан ҫилленӗр мана, Александра Петровна… хӑвӑра ҫухатма пултарассинчен хӑрамастӑр-и эсир? — Александра Петровна… — Мӗн кирлӗ-ши сире? Вӑл ман ҫине салхуллӑн, чӑн-чӑн пӗве ҫитнӗ хӗр евӗр пӑхса ларать, Маншӑн вӑл манран аслӑрах та, ӑслӑрах та пек туйӑнать. — Вӑл пӗтӗмпех мана айӑплать. Ҫӗнӗрен тупнӑ ҫӑва Вальпараисӑра ҫеҫ шӑратма тӗв турӗ. Кунсӑр пуҫне тата Нагульнов хӗрарӑмсемпе те йӗркесӗр пурӑнать. Парти членне характеристика панӑ чухне ҫакӑ та паллӑ вырӑн йышӑнмалла. Мухортый ҫӑмӑллӑнтарах чупа пуҫланӑ, унтан хартлатса янӑ та юрттипе кая пуҫланӑ. Ку вӑл, ахӑртнех, объездчик пуль, — терӗ Пантелей. — Найн? — Но… мой дрюг, — вырӑсла куҫарчӗ вӑл. — Мӗнле тивӗҫе пула? Пуркуа? Иван Иванович пырса кӗнӗ пӳлӗм сӗм тӗттӗмччӗ, мӗншӗн тесен чӳречи хупписене хупнӑччӗ, ун ҫине шӑтарса тунӑ шӑтӑк витӗр хӗвел пайӑрки кӗрет те пӳртре асамат кӗпере пек курӑнса вылянать, хирӗҫри стена ҫине пӳрт тӑррине витнӗ хӑмӑшсен, йывӑҫсен, картишне ҫакнӑ тумтирсен мӗлкине ула-чӑпарӑн ӳкерет, анчах вӗсем пурте тепӗр майӑн ӳкеҫҫӗ. Егорушка ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; ҫав вӑхӑтра ҫиҫӗм ҫиҫрӗ. Эпӗ куҫа чалӑртса пӑрахрӑм. Самолётсем ретӗн-ретӗн тӑраҫҫӗ мӗн те, эпир вӗсене бронебойнӑйсемпе персе, пер снарядпах пилӗк-улттӑшне шӑтартӑмӑр. «Сан ҫинчен эпӗ, Шура, лайӑх пӗлӗш ҫинчен шухӑшланӑ пек ҫеҫ шухӑшлама пултараймӑттӑм. Эпӗ сире хӗвеллӗ хулан ҫурчӗсемпе паллаштаратӑп. Ҫурӑк айккисенчен ҫакӑнкаласа унта ҫити хӑпарӑн, анчах кушак пекех ҫаврӑнӑҫуллӑ пулмалла. «Мӗн пиркине ӑна калама юрамасть пуль, Иван Никифорович, эпӗ хам ҫапла шухӑшлатӑп: корольсем пире туркӑ тӗнне йышӑнтарасшӑн пулмалла». — Мӗнле апла! Укҫана пӑрахсах каймалла-и? Ӑна ман куҫ умӗнчех ҫапрӗҫ, тытӑҫса кайнӑ халӑх хушшинчен туртса кӑлартӑм ӑна… Юлашкинчен вӑл уҫҫӑнах ҫапӑҫӑва тухма хӑюлӑх ҫитерчӗ-ҫитерчех, вара каҫсерен улпут ҫурчӗпе Иохимӑн ут вити хушшинче ӑнланма ҫук тӗлӗнмелле ӑмӑрту-тавлашу пуҫланса кайрӗ. Кам пирӗнпе пӗрле хураха ҫӳреме килӗшет, ҫавӑ, тупа туса, хӑйӗн юнӗпе алӑ пусать. Илемӗпе ырӑ чунӗ пирки калас пулсан — ку енӗпе ӑна ҫитекеннине тупаймӑн! Хапхана шакканинче, темӗншӗн ҫывӑрман сысна нӑриклетнинче, тӗттӗмре, тата шӑплӑхра ӑна темӗскер хуйхӑллӑ пек тата Иван Иваныч кӑшкӑрнинчи пек хӑрушӑ туйӑнса кайнӑ. — Граф… Сарӑ хӑмӑр ӳчӗ ула, пӑч-пӑч тӗксӗм пӑнчӑпа витӗннӗ. Щукарӗн ҫак ахаль те вырӑнсӑр чеелӗхне Краснокутов пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хунӑ: «Ан юптар, ватсупнӑскер! Чӑхсен тӗсне михӗре пӑхмаҫҫӗ-ҫке! Тунмасӑрах кала, мӗн тума вӑрласшӑн пултӑн-ха эсӗ вӗсене?» — тесе тӗпченӗ вӑл. Щукарь вара айӑпа йышӑннӑ: хӑйӗн бригадинчи сухаҫӑсене чӑх какайӗ ярса пӑтӑ пӗҫерсе ҫитерме шухӑшлани ҫинчен каласа панӑ. Клещова вӑл мӗнле пӑхнине ӑнланса илмелле марччӗ: вӑл мӑкӑртатнине кӗретех киленсе, хӑш чухне тата йӑл кулса та итлесе ларатчӗ, анчах унпа паллашмастчӗ, ун ҫинчен ӑна ним вырӑнне хуман пекле, сӑмаха тӳртен те хыттӑн каласа паратчӗ: — Вӑл — уй тӑмани! Халӗ акӑ вӑл тухса калаҫма та хӑяймарӗ. Вӑл хӑйӗн вӑйсӑрланса ҫитнӗ кӗлеткине тата хытса ларнӑ ал-урине пула, тепӗр аякки ҫине ҫав тери ерипен ҫаврӑнса выртрӗ. Кайрӗҫ, кайрӗҫ — вӑл ҫаплах сулахаялла пӑрӑнчӗ, куҫ умӗнчен ҫухалмарӗ-ха. Хӑш чухне амӑшӗ ывӑлӗнчен:— Ҫаплах-ши, Паша? — тесе ыйтрӗ. Пултарайман пулӑттӑн. — Унта эп вӗсене пӗчченех каҫ пуличчен чарса тӑрӑп, эс ҫав хушӑра Радӑна ту ҫинелле илсе кайӑн. Ун ӑслӑ сӑн-питӗнче кӑмӑл ҫирӗплӗхӗ палӑрать. Тӑрӑр! Вырӑнти темӑпа. Юн тымарӗсенче шыв кӗрлесе юхать тейӗн — вилесле ӗшенсе ҫитрӗ. Ту ҫинчен сиксе юхакан вараланчӑк шыв урлӑ хунӑ кӗпертен инҫе мар, кукӑр юмансемпе ҫӑра шӗшкӗсен сулхӑнӗнче, ҫӗр айӗнчен сивӗ шыв шӑнкӑртатса юхса тухать. Выльӑх хӑраса кайса, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтресе, стена ҫумнелле лӑпчӑннӑ. Апрель уйӑхӗнчи уяр кун. Сире иксӗре те тупа тусах калатӑп: кунта каллех ҫӗлен пур. Хӑшпӗр чух пуҫ мими ӑшне темле тӗлӗнмелле сӑмахсем «метафизика», «хилиазм», «чартист» тенисем пырса тӑрӑнаҫҫӗ — вӗсем мана тӳсме ҫук кансӗрлеҫҫӗ, хӑрамалла ӳссе пырса пурне те хупласа илеҫҫӗ, мана вара, эпӗ ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшне тупаймасан, нихҫан ним те ӑнланас ҫук пек туйӑнать, — вӑл сӑмахсем ӗнтӗ мӗнпур пытанса тӑракан япаласен хуралҫисем пулаҫҫӗ. Эпӗ кунпа мухтанатӑп тесе ан шутлӑр эсир, анчах ку вӑл яланах ҫапла пулнӑ тата маншӑн вӑл мӗн виличченех ҫапла пулӗ те. Станцӑна ҫитсессӗн, эпӗ чи малтанах часрах тумтире улӑштарма тытӑнтӑм, унтан чей пама ыйтрӑм. Сывӑ пултӑр Болгари, сывӑ пулччӑр Болгари ывӑлӗсем!.. Мӗн ҫинчен кӑна шухӑшларӑм иккен эпӗ! Анчах пӗри те чӑн пулман. Чӑнни эп шухӑшланинчен тата та ухмахларах пулнӑ иккен. Ирхи апат пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн. Ӑна ҫӑмӑлтарах пек те туйӑнчӗ, тепӗр хут ӗҫлеме тытӑнсан, вӑл вӑхӑтлӑха хӑйӗн шухӑшӗсене те манса кайрӗ. Тем ытла хатӗрленеҫҫӗ вӗсем. Акӑ вӑл, — тупрӑм!.. Ку таранччен вӑрах вӑхӑт пирӗн пуҫ тӗлӗнче илтӗннӗ сасӑ халӗ ӗнтӗ пирӗн сулахай енчи стена ӑшӗнче хытӑ кӗрлени илтӗнет. Акӑ вӑл кимӗре мар ӗнтӗ, вӑл Мускавран ҫунапа килет; вӑл пӗччен мар: унпа юнашар кивӗ салоппа чӗркеннӗ чӗрчун ларса пырать. Санӑн ывӑлу та нимӗн те хӑвармарӗ, тет; мана парӑмлӑ, тет. Марчев, хӑвӑртрах Зли-долӑна чупса ҫит те йӑлтах каласа пар. Вӑл киленсе кайсах калаҫать. Унӑн ҫӑмӑлланнӑ шухӑшӗсем ӑна пӗлӗте ҫитичченех вӗҫтерсе хӑпартрӗҫ. Анчах ӑҫта? — Пӗлейместӗп ҫав. Николай Артемьевич лавпа юнашар чупса кайрӗ. — Тахҫантанпах ҫӳретӗп, анчах унашкаллине курман, — тавӑрчӗ шатра питли сивлеккӗн, вара вӗсем урӑх ним чӗнмесӗрех малалла утрӗҫ. Халь ӗнтӗ ял ҫыннисем, кирлӗ пулсан, ун патне хӑйсем ҫӳреҫҫӗ. Ответ каллех пулман. Шухӑшла-ха эсӗ: пӗрремӗш, тӗрмене, чи малтан кӗнекине кам патӗнче тупнӑ, ҫав йӗкӗте лартаҫҫӗ, учительсене мар, — ку пӗрре. Эпӗ тунӑ ҫылӑха мӗнле сӑвап каҫарма пултарӗ? Сӑмах май калам-ха, эсир илтнӗ-и, Дунай ҫинче татӑклӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ: турккӑсен виҫҫӗр офицерне вӗлернӗ. Силистрие илнӗ. Урасем пӗҫ кӑкӗ таранах лачкам шыв, пуҫра ытла та упи-супи япаласем кӑна (ху ӑшӑнта пӗр тӑтӑш пин хут ытла: и-и-и ҫирӗм-ше-е-ер и-и-и-ҫичшер, тесе калатӑн), алӑсене тата йӗп-йӗпе шӑлавар витӗр урасене вӗлтрен вӗтелесе пӗтернӗ, тӳп-тӳрӗ ӳкекен хӗвел пайӑркисем, чӑтлӑха шӑтарса кӗрсе, пуҫа пӗҫертме тытӑнаҫҫӗ, хырӑму та выҫнӑ. Ӗнтӗ, эсӗ ҫапах чӑтлӑхрах ларатӑн, кӑн-кан пӑхкалатӑн, итлекелетӗн, шухӑшлатӑн, чи хитре ҫырласене ху та сисмесле тата-тата хыпатӑн. «Адоба» текен кирпӗч евӗрлӗ япалана индеецсем хӗвел ҫинче хӗртсе тӑваҫҫӗ. Ку хӳшӗне ҫав кирпӗчсенчен купаласа тунӑ. Пичче пыракан ҫул темӗн вӑрӑмӑшех тӑсӑлать: ҫӗр чӑмӑрӗн вертикальлӗ радиусӗ тӑрӑх анас вырӑнне, пичче, хӑй калашле, гипотенуза тӑрӑх чалӑшшӑн пырать. Ҫак вексельсем укҫа вырӑнне ҫӳретчӗҫ, тесе ӑнлантарса пачӗ мана Вышимирский. Пӗр минут та ҫухатма юрамасть. Карап ҫинче эпӗ виҫӗ ҫул ҫурӑ пурӑнса Леванта тата урӑх ҫӗршывсене темиҫе хут ҫӳреве кайса килтӗм. Хура куҫлӑ донселла вара юрату ҫинчен каланисене киленсе итлет. Ку туйӑм эпӗ хам пӗлнӗ туйӑмсенчен урӑхлаччӗ: пӗччен пурӑнса кичемленни тата мӑшӑрланма шухӑшлани евӗрлӗ те марччӗ, платонла таса юрату пек те марччӗ, ӳт юратӑвӗ евӗрлӗ те марччӗ вӑл. Унӑн сӑмахӗсем мана шухӑшсӑр каламан сӑмахсем пек туйӑнчӗҫ. Пичче, Ганспа килӗшсе татӑлнӑ сӑмах тӑрӑх, кашни эрнерех ӑна тӳлемелли виҫӗ рейхсталер укҫа пачӗ, ҫапла эпир ыран кунӗпех канма килӗшрӗмӗр. Пултараймастӑп, ытла та хытӑ ҫыртаҫҫӗ, тет, хӑй кӑшт ҫеҫ макӑрмасть. — Мӗнле ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, килӗшрӗмӗр-и? Куҫ харшисем кӑвак, мӗлкемес, ҫилленчӗк. Вӑл шкул картишӗ патнелле салхуллӑн утрӗ, Бекки арҫын ача пулманшӑн пӗрмай кулянса тӑчӗ, — арҫын ача пулнӑ пулсан, Том ӑна лайӑх тытса хӗртӗччӗ. Ӑшӗ хыпнипе выльӑх шыв курман пек ӗҫет, ӗҫсе тӑранать те, леш еннелле ишсе каҫса, ҫыран хӗррипе хӑвӑрт юртса хӑпарать. Ма сhеrе, бала каяссинче мӗн лайӑххи пуррине эпӗ ниепле те ӑнланса илейместӗп. Мересьев ҫав самантрах хавхаланса кайрӗ. Софья Ивановна хӑйӗн тӑван аппӑшӗн ывӑлӗпе хӗрне, аппӑшне, Любовь Сергеевнӑна тата эпӗ Дмитрипе килӗштернӗшӗн мана та шӑпах ҫавӑн пек хастарлӑ юратупа юратать, ҫак юрату унӑн куҫӗсенче те, сӑмахӗсенче те, хусканӑвӗсенче те палӑрать. Ҫав вӗҫевре хӑй уҫнӑ ту тӑррисемпе пӑрлӑх лапамсен ятне парса тухма юлташӗсемпе тантӑш-пӗлӗшӗсен ячӗсене те ҫитереймен пулӗччӗ вӑл. — Пӗлетӗп!.. — хирӗҫ тавӑрчӗ ӑна амӑшӗ, хӑй ӑшӗнче мӑнкӑмӑлланса. Мельников вара, ир шуҫӑмӗпех ура ҫине тӑнӑскер, пӗр шикленмесӗр ҫӳлелле пӑхкаласа, батарейӑсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ. Эпир каллех — пит хытах мар — хӑюсӑр кулса ятӑмӑр… Тен, Ҫӗр ҫинче эсир телейлӗ пулатӑр. — Вӑл сана юратать, ҫапла-и? Вӑл мӗншӗн кӳреннине ыйтас пулать-ха унтан. Ҫак этем ашӗпе суту-илӳ тӑвакан ирсӗрсем пӗтсен, мӗн чухлӗ чура пулас ҫын йывӑр хӗн-хуртан хӑтӑлса ирӗке тухнӑ пулӗччӗ. Анчах халь акӑ, ӑна лайӑхрах пӗлтӗм те, вӑл ӑслине куртӑм… Хӑранипе пӗтӗм пӗвӗпе чӗтреме пуҫласа, вӑл:— Артёма тытса хупман-и? — тесе ыйтрӗ. Теме пырса ҫапӑннӑ пекех пулчӗ. — Юрӗ! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Шӑрпӑк сунчӗ. Пирӗн ячейкӑн виҫҫӗмӗш членӗ вара — халӗ вӑл хуторта ҫук-ха — алӑсӑрскер. Сунара Жиздра уездне ҫӳренӗ май, эпӗ Калуга кӗпӗрнинчи пӗр вак помещикпа, Полутыкинпа, ҫав тери чӑрсӑр сунарҫӑпа, лайӑх ҫынпа уйра тӗл пулса паллашрӑм. Ҫапла вара, ут пӑхакан Иохимӑн — чӑн-чӑн чӗрӗ туйӑм! — Пӗлетӗр-и эсир, — ыйтрӗ вӑл Санинран: — мӗне пӗлтерет вӑл ухутана шыв сирпӗнчӗкӗсем тӑрӑх ҫӳресси? — Ҫук, халь мар. Пӗр вӑл ҫеҫ мар, хулари, тата пуринчен ытла — фабрикӑри ытти пур хӗрарӑмсем те хаяртарах пулса пынӑ, ҫилӗпе мӑкӑртатнӑ, пурнӑҫ хаклансах пынӑшӑн ӳпкелешнӗ, вӗсен упӑшкисем, шӑхӑркаласа, ӗҫ укҫине ӳстерме ыйтнӑ, анчах хӑйсем начартарах та начартарах ӗҫленӗ; каҫсерен поселок темле ҫӗнӗлле, хыттӑн та хаяррӑн шавласа кӗрленӗ. Нина Капитоновна сасартӑк: «Халтан кайрӑм», — терӗ те выртрӗ те ҫывӑрчӗ. Тӗрӗк ҫамрӑк та илемлӗ сӑн-питлӗ, сарлака шурӑ ҫамкаллӑ, сарӑ ҫӳҫ кӑтри ун ҫамкине кӑшӑллать. Ҫемҫе те ҫепӗҫ чӗлхепе ҫырсан, халӑх ӑнланман пулӗччӗ. Йӗплӗрех чӗлхепе ҫырсан, пит пичеме пулать. Анчах Гретхен ман ҫине пӑхсан ҫавӑнтах асӑрхаса илчӗ. Аэлита ассӑн сывларӗ: — Итлӗр, — терӗ вӑл, — мана тимлӗн те лӑпкӑн итлӗр. — Мӗншӗн? Ҫӗр ҫинчен сӑнаса тӑни халь пӗлтерчӗ. Вӑл Санкт-Петербургран ҫирӗм милре ларакан Константинополь хулинчен килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫӳресе тӗнче курнӑ тесе калама пулать ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн куҫӗпех округри суд ҫуртне курнӑ, ҫав ҫурт тимӗртен, тет. — Анчах мӗнле чӗрчунсем вӗсем? — интересленчӗ Дик Сэнд, пурин ҫинчен те хаваспах каласа паракан американецран ыйтса пӗлмелли саманта вӗҫертмесӗр. Сирӗн хӑвӑрпа пӗрле сыр татӑкӗ ҫук-ши? Хӗлле, чи шартлама сивӗре те мана хӳшше хӑваласа кӗртес ҫук, сирӗн кирлӗ пӳлӗме кӗрсен, мана йывӑр шӑршӑ тӳрех пуҫа пырса ҫапать, халь-халь тӳнсе каясса ҫитетӗп. — Сирӗн кашни сӑмахӑрах — таса ылтӑн, мана мар, сире хисеплесе статуя лартмалла, ӑна эпӗ хам тума пулатӑп! Конституци Комиссине вӑл ССР Союзӗн тӳрлетнӗ Конституци проектне туса пама хушрӗ. Ҫавнашкал ӗнтӗ Конституци Комиссине хӑйӗн ӗҫне пуҫарса яма ҫул уҫса панӑ никӗссем тата ССР Союзӗн аслӑ оргӑнӗн хушӑвӗсем. — Пирӗн йӗрсем, — тесе мӑкӑртатса илчӗ Кольхаун. Унтан негрсен хӳшшисем патне кайрӑмӑр, эпӗ Ната юриех калаҫтарса тӑтӑм, ҫак вӑхӑтра Том ҫурта тыткӑчӗн пӗр пайне маис пашалӑвӗ ӑшне чиксе хучӗ, пашалӑвӗ Джим валли хатӗрленӗ апат чашӑкӗнче выртатчӗ, кун хыҫҫӑн эпир Ната Джим патне ӑсатрӑмӑр. — Кунтисемех-и хӑвӑр? — ыйтрӗ капитан. Ҫак кулӑ Фомана паттӑрлатнӑ, халӗ ӗнтӗ ӑна ҫак куҫсен умӗнче сывлама та ҫӑмӑлрах пек пулнӑ, вӑл куҫсем, ун куҫӗсемпе тӗлме-тӗл пулса, сасартӑк аялалла илӗннӗ. Эсӗ те манӑн тимӗр пекех ҫирӗп, анчах ун пек мар. Амбразура витӗр пӑхса тӑшман батарейине сӑнанӑ хушӑра вӑл Говэна курах кайрӗ. — Эсир укҫине малтанах ыйтрӑр вӗт, эпӗ сире тӳлерӗм-ҫке. Ҫавӑнпа пӗрлех илем уявӗнче те, телей виҫесӗр тапса тӑнинче те тунсӑхпа темле канӑҫсӑрлӑх пуррине туятӑн; хӑй пӗчченнине, хӑйӗн никама та кирлӗ мар, никам та мухтаса ҫырман пуянлӑхӗпе хавхаланӑвӗ тӗнчешӗн ахалех хӑрама кайса тӑнине ҫеҫенхир сисет-тӗр, ӑнланать-тӑр, ҫавӑнпа та хаваслӑ кӗрлев витӗр вӑл тунсӑхлӑн та шанӑҫсӑррӑн чӗннине илтетӗн: юрлӑр ман ҫинчен! юрлӑр! Арҫын хулпуҫҫисене хускаткаласа илсе:— Ҫухалмасть… — терӗ шухӑшлӑн. Кӗҫех хӑй ҫути курӑнса кайрӗ. — Хытӑрах пус, ан хӑра. Сана турӑ тӳрлетӗ тесе унӑн аслӑ ырлӑхӗ ҫине шанма хӑяймастӑп пулин те, эсӗ юсанассишӗн турра кӗлтӑватӑп. Хӑй вӑл, чунтан хура-шур курса тӳснӗ салтак пек пулма тӑрӑшса, шӑл витӗр суркаланӑ, кӑштах хӑйӑлтатакан сассипе вӑрҫкаласа илнӗ, пӳрне хулӑмӗш чикаркӑсем чӗркенӗ. Ун чухне вӑл пирӗнпе яланлӑхах сывпуллашнӑ пек туйӑннӑччӗ, ҫавӑнпа арӑм ҫырни мана аван маррӑн тӗлӗнтерчӗ. — Ҫапла, ҫӳрес пулать, — терӗ те Инсаров килне ҫитиччен те урӑх пӗр сӑмах шарламарӗ. Пичче ыйтнине хирӗҫ мӗн те пулин каличчен малтан манӑн пуҫӑмра ҫакӑн пек асаплӑ шухӑшсем иртсе кайрӗҫ. — Ҫапла, эпӗ, — терӗ хыттӑн Павел. Леш путсӗр мана дуэле чӗнет. — Ҫапла, — туррӑн ирӗкӗ! — хӗрхӳллӗн ҫирӗплетнӗ те Игнат, пуҫне лӑштӑрах уснӑ. — Мӗн тумалла унпала, сурас! Ҫил-тӑман чарӑнасса кӗтсе ларасси виҫесӗр кичем япала вӑл, эпӗ акӑ хамӑн кӗнеке пуррине аса илтӗм. 1830 ҫулхи чӳкӗн 16-мӗшӗ. — Ха-ха! Пулма пултарас ҫук, пит те ӗненмелле мар япала! Э, мансах кайнӑччӗ сана калама, учительницӑ пирки пӗлместӗн пуль-ха! Витӗр пӑхса ӑнланса илме май ҫук ҫын нумайччен ман ҫине, йытӑ ҫине пӑхнӑ пек, чӗнмесӗр пӑхса тӑрать те, сасартӑк мана йывӑҫ алӑ пек аллипе аяккалла тӗртсе ярса, кӳршӗ лавкинелле уттарать, ман приказчик пысӑк хӑлхисене сӑтӑрса ҫиленсе мӑкӑртатать: — Ирттерсе ятӑн-и, усламҫӑ… — тет. Вӗсем виҫҫӗшӗ те, уйрӑмах ватӑ казак, ахаль чухнехинчен хӗрлӗрех. Паттӑр калаҫатӑн! Тӑчӗ те ҫул еннелле утрӗ. — Мӗн чухлӗ хут! Кусем мӗнле ҫырусем вара? — Мӗнле резервран? — Мӗн тума? — тавӑрчӗ Гаррис. Ҫӳҫне кастарни кӑна та марччӗ-ха, вӑл хӑй те йӑлтах улшӑннӑччӗ, анчах манӑн халь ун ҫинчен шухӑшлассӑм килмерӗ, умра мӗн пурри пурте вӗҫсе тӑчӗ, пурте таҫта шурӑ — эпир хамӑр та, тирпейлесех ҫитермен пӳлӗмсем те, унта Катьӑн уҫнӑ чӑматанӗ те — эпӗ чӳречерен шакканӑ чух вӑл унтан темӗн илетчӗ пулас, — ҫавӑнтан тата пӗр кӗтесре тутӑрпа сухалне шӑлкаласа тӑракан доктор та, вӑл кунтах тӑнӑ пулнӑ иккен, унтан чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа тухса каясшӑнччӗ, эпӗ ӑна ямарӑм. Иван Никифорович эпӗ ассӑн сывланине сисрӗ те каларӗ: «Ан пӑшӑрханӑр, тӗплӗ хыпар пӗлтӗм-ха эпӗ: ӗҫсем ҫитес эрнере татӑлаҫҫӗ, ман майлӑ пулать». Хӗр чӗрине темиҫе кун хушшинче пухӑннӑ пӗтӗм йывӑр хурлӑх вӑл сасартӑк асаплӑн кӑшкӑрнинче палӑрчӗ: — Хоспоти, мӗн тӑвас-ха манӑн?!. Больницӑсенче сивӗ. Ылханлӑ ҫил-тӑман! Манӑн виҫӗ хутор, атте кӗтӗвӗсенчи лашасен ҫурри — манӑн, анне атте патне илсе пынӑ мул пӗтӗмпех манӑн, вӑл аттерен пытарса усракан пуянлӑх та йӑлтах манӑн! Карташ кӗтессине, сапан ларнӑ ҫӗре, горбыль ҫӗклесе тултарчӗ те вӑл хавассӑнах ӗҫе тытӑнчӗ. Унӑн грот-мачти ҫинче ылтӑнпа эрешленӗ шурӑ ялав вӗлкӗшнине уйӑрса илме пулать. Католиксем ҫинчен калаҫнӑ чухне протестантсем яланах ҫилленеҫҫӗ. Эпе хӳме ҫумне лӑпчӑнтӑм. Пӗр Англи промышленноҫӗ валли кӑнӑ ҫулсерен хӗрӗх пин слон тытмалла. Африкӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнчен кӑна ҫак хаклӑ тавара ҫӗр хӗрӗх тонна таран турттарса каяҫҫӗ. Ун ҫине нӳрпе, ҫурхи шӑрӑш-марӑшпа тулнӑ ҫуркуннехи ҫапкаланчӑк сивӗ ҫил вӗрет. — Тата иккӗ… пӗрре. Евреинов мана хула хыҫне, Арское полене илсе кайрӗ, ҫул ҫинче вӑл мана ҫак паллашу пит те асӑрхануллӑ пулмалли ҫинчен тата ун ҫинчен никама та калама юраманни ҫинчен ӑнлантарчӗ. А-па-па-й! — Ку ҫапла! Ученый-географ чӑн-чӑн патагонеца курнипе хӗпӗртесе ӳкнӗ те хӑйне те астӑваймасть, ун ҫумӗнче карлик пек ҫеҫ ҫӳрет. Анчах вӑл ӑс-хакӑллӑ ӗҫсем тӑвакан ҫутҫанталӑк пирӗн ӳт-пӳре чир-чӗр таврашӗ ҫитӗнтерме пултараймасть тесе шутлать. Пӑшалсене каллех авӑрласа эпир мӗскӗн Том патне чупрӑмӑр. — Ок-йи (ырӑ сунатпӑр)! — тесе кӑшкӑрнӑ Шурӑ Кашкӑр, хӑнана хӑйӗнчен сылтӑм енне, хисеплӗ вырӑна лартса. Колхозра пурнӑҫ майлашса пынӑ, ҫавӑнпа вӑл хуҫалла шухӑшланӑ: — Килте ӗҫлекенсем ытларах пулни — пуянлӑх ытларах пуласса, — тенӗ вӑл. — Шахтӑра откатчицӑра ӗҫлет. Хӑй вилет, ҫапах та… Вӑл нумайччен шухӑшласа тӑчӗ, юлашкинчен: «Кунта пӗр-пӗр хӗрарӑм-тухатмӑш хутшӑннӑ, хӑват пулассине вӑл пӗтерсе лартнӑ», — терӗ. Ватӑлтӑм. Айлӑмра ҫутӑлса ҫитнӗ, анчах ҫанталӑкӗ тӗксӗм. йӗри-тавра ура сассисем тата хуллентерех калаҫнисем илтӗнеҫҫӗ. Ют ача ҫӑлӑнма хӑтланса тапкаланать. Анчах ӑҫта каяс? Кӳпкӗр, вӗсем сусӑра тӳсеҫҫӗ, вӗсене пӗлетӗп эпӗ!» Эпӗ ҫӗр варринче хӗрӳ тӑрать текен теорие пӗртте шанмастӑп, сирсе яратӑп. Ку ӑна иккӗлентернӗ, мӗншӗн тесен ку вӑхӑтра ҫил пулман, тӗмӗсем ҫинчен куҫне илмесӗр вӑл темӗскер кӗтсе пӑхса тӑнӑ. Ун чух унта иерей, ҫӳлти патшалӑх пултӑр та-ха ӑна, Афанасий атте пурӑннӑ. — Ҫапла куҫса каймарӗ. — Пӗлесчӗ, вӑл мӗнле йӑхран-ши? Вӗсем пӗрне-пӗри пӗр сӑмах та каламан. — Эсӗ унта мӗн тума пултарӑн? Уруна тӑхӑн, Давыдов юлташ, калаҫмалли пур. Вӑл хӑй кашни япалине хытӑ тинкерсе пӑхатчӗ, ӑна юратнӑ пек пӳрнисемпе сӑтӑркалатчӗ, унӑн хулӑм тути чаплӑн мӑкӑрӑлса кайнӑччӗ, ҫиелте тӑракан куҫӗсем пит кӑмӑллӑн та темле шухӑшлӑн пӑхатчӗҫ, анчах куҫлӑх тӑхӑнни унӑн ачалла питне кулӑшлӑн кӑтартатчӗ. Каяс умӗн тусӗсемпе тӑванӗсем ҫеҫ мар, сивӗ чунлӑ ҫынсем ҫеҫ те мар, халиччен кӑмӑла кайман, хӑйне ырӑ сунман ҫынсем те — пурте ӑна сасартӑк хытӑрах юратма, вӑл ӳкӗннӗ е вилӗм умӗнче чухнехи пек пухӑнса пур ҫылӑхӗсене те каҫарттарма пӗр канаш тунӑ пек туйӑнчӗ. Приказчикӗ пӗтӗмпех старик аллинче, старикӗ кайсан, вӑл мана калать ӗнтӗ: — Эсӗ, асту ку япалана илни ҫинчен хуҫа майрине ан лӑпӑртат! Эпӗ ҫав «хӑш-пӗрисене» те, гектограф ҫинче пичетленисене те вуланӑччӗ, анчах мана вӗсем кичем пек туйӑнчӗҫ, тата эпӗ вӗсем ҫинчен полиципе калаҫма кирлӗ маррине пӗлнӗ. Этем Ҫӗнӗ Зеландин шалти ҫӗрӗсенчен ҫулталӑк ытлашшипех тавӑрӑнмасан, вара иккӗленсе тӑмалли те ҫук, ӑна вилнӗ тесех шутламалла пулать, — тесе пӗтерчӗ Паганель. Пӗчӗк кимӗ ӑшӑх ҫӗртен те ҫӑмӑллӑн иртсе кайма пултарать. Фома Яков Маякинӑн пӗчӗк кӗлеткине курнӑ, анчах ку та ӑна нимӗнле кӑмӑл та кӳмен. Старике вӑл алӑк патне тӗксе ячӗ. Анчах Игнат ун сӑмахне пӳлнӗ: — Чим-ха, эп коньяк ыйтам, — тенӗ вӑл. Ӑна хӑлхинчен пӑрса ярсан ҫӑмӑлрах та, усӑллӑрах та пулнӑ пулӗччӗ-и тен, анчах ҫак калама ҫук кӑмӑллӑ кӑтра пуҫ ҫине алӑ ҫӗкленмен. Эпир, струльдбругсем, хамӑр темиҫе ӗмӗрсем хушши пухса пынӑ сӑнавсемпе асилӳсем пирки калаҫнӑ пулӑттӑмӑр. Инструментсене пӑсаканнисенчен тӑхӑрвун проценчӗ ҫамрӑксем, кусенчен тин ҫеҫ ӗҫе кӗнисем — ҫичӗ процент. — Хамӑр хушӑра уйӑрма билет сутса пухӑннӑ укҫаран утмӑл пилӗк процентне параҫҫӗ. Вӑл пире палланӑ! Джон Мангльс экспедицин багажне ӗнерех фермӑна ӑсатрӗ. Шлюпка ҫулҫӳревҫӗсене трап патӗнче кӗтсе тӑрать, ҫавӑнпа вӗсем унти вырӑнсене йышӑнассипе тӑхтаса тӑмарӗҫ. Уйрӑмӑнах хулпуҫҫипе чавси хушшинче ҫакӑн пек сӑмахсем курӑнаҫҫӗ: «Телейлӗхе», «Ҫула май ҫил» тата «Билли Бонсӑн ӗмӗчӗсем пурнӑҫланччӑр», тенӗ. Хулпуҫҫи тӗлӗнчех ҫынна ҫакса вӗлермелли виселицӑна ӳкернӗ, ун ҫинче пӗр ҫын сулланса тӑрать. Мана ку ӳкерчӗке ҫав ӗҫе питӗ лайӑх пӗлекен ҫын тунӑ пек туйӑнчӗ. — Ну, пуҫларӗ ӗнтӗ Тилӗ Патрикевна, хӳрипе вылятма!.. — Жандармсем, хӗҫсӗрсене йӗнӗрен кӑларӑр! — хушрӗ Симурден. — Ҫук, вӗсем пырса кӑларма шутлаҫҫӗ, анчах кайран паллӑ туса хӑварнисене манса каяҫҫӗ те хӑйсем вилсе выртаҫҫӗ. Алӑк уҫӑлнӑ сасӑ илтӗнсенех, вӑл ачашлама пӑрахрӗ, чӳрече витӗр йӑшт анчах сиксе тухрӗ те шыв юхмалли труба тӑрӑх юнашар ҫурт ҫине хӑпарса ҫитрӗ. Вӑл ачана каланӑ: «Кермене таврӑн та Тӳпе ывӑлне кӗт, сана Тускуб тарҫисем ярса тытсан — пӗр сӑмах чӗнмесӗр вил; — Эсӗ те сиксе каҫрӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл, сасартӑк хӑй сассине улӑштарса. Француз куҫне-пуҫне чарсах пӑрахрӗ. — Эсӗ пӗчченех-и? — илтӗнчӗ ун хыҫӗнче Анна Сергеевна сасси. Час-часах, паллакан хӗрарӑма ҫепӗҫ те кӑмӑллӑ сӑмахсемпе тата пуҫ тая-тая ӑсатнӑ хыҫҫӑн, вӗсем ун ҫинчен намӑсла, чыссӑр сӑмахсем калаҫатчӗҫ, манӑн вара урама чупса тухса, хӗрарӑма хӑваласа ҫитсе, ун ҫинчен мӗнле калаҫнине каласа кӑтартас килетчӗ. Кӑштах тӑрсан, савӑк хӑнасем килӗсене саланчӗҫ. Калаҫма пултарнӑ пулсан та ответ парайман пулӑттӑм ӑна. Хулана тинкерсе пӑхрӗ… Эпӗ ҫавна хам пуҫӑмпа шухӑшласа ҫитереймерӗм вӗт. Кусем иккӗшӗ те Голланди ҫыннисем, иккӗшӗ те ҫак географиллӗ юмахӑн тупсӑмне тупса парасшӑн пулнӑ. — Мана паллӑ тунисем кирлӗ те мар. Лозневой пӑхкаласа илчӗ: — Ма хӑвӑрах? Вӑл Базарова ачашлама хӑрарӗ; Базаров та амӑшне хавхалантармарӗ, ачашлаттарма кӑмӑл тумарӗ, ҫитменнине тата Василий Иванович та ывӑлне ытлашши «чӑрмантарма» хушман пулнӑ. Емельян аллине суллакаласа илчӗ, ӳпне выртакан хӗрлӗ пуҫлӑ Дымов Егорушка ҫине йӗкӗлтесе пӑхрӗ. — Мӗн тӑвать-ши халӗ вӑл? — шухӑшланӑ Фома, хӗсӗк пӳлӗмӗн кӗтесӗнче, хӗрлӗ тӗсевлӗ сӗмекке хушшинче пӗр-пӗччен тӑракан хӗрарӑма тӗсмӗртсе… Ҫамрӑк прогрессист пӳлӗме темӗнле, путене пек, вӗҫсе кӗнине сӑмахпа каласа пама йывӑр. Илинька иккӗленсе калани мана пӗр минутлӑха шиклентерсе ячӗ пулин те, эпӗ ун ответӗнчен йӗрӗнчӗклӗн кулса илтӗм. Анчах ҫак ирсӗр дворянин, ҫавсене пурне те пӗлет пулин те, нимшӗн те мар, ман чина, ман ятӑма вилес пек кӳрентересшӗн пулса, мана ҫавӑн пек путсӗр ят парса мӑшкӑл кӑтартрӗ. Тата ҫакна та кала: ҫав кирлӗ марсене пуҫтарса лартнӑшӑн эпӗ ӑна икӗ эрнене хупса лартатӑп. Вӑл аллипе ҫӗре хыпаласа илчӗ. Ку ӗнтӗ пирӗн сивӗ е нӳрӗ ҫанталӑкра кӑвайт чӗртмелли вучах пулчӗ: хӳшӗре вут ҫунни курӑнмасть. Тата эпир тепӗр кӗсмен турӑмӑр, мӗншӗн тесен киввисем тункатана е урӑххине мӗнле те пулин ҫапӑнса хуҫӑлма пултараҫҫӗ. Ара эпӗ… туррӑмҫӑм… Софья Ивановнӑн сӑмсипе тути кӑна хулӑнрах, кулнӑ чух тата сылтӑмалла кӑшт пӑрнӑҫ пек курӑнаҫҫӗ, княгиньӑн вара сулахаялла пӑрнӑҫ. Ыйхи шыв сийӗ пек ҫӳп-ҫӳхе пулчӗ. — Арне Сакнуссем! — тесе хавассӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Инсаров ун енне пӗшкӗнчӗ. Пӗлессӗр килет пулсан, ҫав хутсене пула ҫакӑн пек пӑтӑрмах хускалчӗ те; ҫав хутсемпех вӑл хӑйне тӗп тӑвать. Ҫыннӑн кӑмӑлӗ кирек хӑҫан та ҫавӑн пек ӗнтӗ!.. Ыттисем, ҫывӑх тус-юлташсем пулсан та, тӳссе ирттернине чӑтса ирттермешкӗн мӗн тесен те ҫӑмӑлтарах пек. Казаксем килӗсенчен ӑҫта та пулин иртерех тухса кайма тӑрӑшаҫҫӗ, пӗри вутӑ патне вӑрмана, тепри хытхура пуҫтарма каять. Ҫук, хӗрӗм, асту, ан йӑнӑш! Тупа туса калатӑп сире. Пухура Тосканӑна хӑратакан выҫлӑх пирки прокламаци кӑларас ыйтӑва сӳтсе явма лартнӑ. Ҫав инкеке хирӗҫ комитет тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнмалла пулнӑ. Мӗнле пурӑнкалатӑр эсир? Итле-ха, Гек, тен, вӑл пире тавӑрасшӑн пулсан? — Эсир кӑмӑл тивӗҫлӗхне ыйтӑр, сире вӑл: «Ҫук… э-э-э… эпӗ, пӗлетӗр-и, вээпше… э-э… дуэльсене хисепе хумастӑп, — тейӗ. Чул хумӗпе ҫавӑрса тунӑ кил картинче пӳртрен те пӗчӗккӗ кивӗрех кӑна тепӗр лаҫӑ пӑхса ларать. Пурте тупа сӑмахӗсем питӗ лайӑх терӗҫ, Томран вӗсене вӑл хӑех ҫырнӑ-и тесе ыйтрӗҫ. Полковӑй пачӑшка ҫинчен, чирлӗ те мӗскӗнскер ҫинчен, вӑл пьянца та аскӑнчӑк тесе ят сарнӑччӗ; ман хуҫасен сӑмаххисем тӑрӑх, офицерсемпе вӗсен арӑмӗсем пӗрле явӑҫса каяс ҫылӑха кӗрсе пурӑнатчӗҫ; мана салтаксем хӗрарӑмсем ҫинчен ялан пӗр пек сӑмахланисем йӗрӗнтерчӗҫ, пуринчен ытла мана хамӑн хуҫасем йӗрӗнтерсе ҫитерчӗҫ — вӗсем ҫынсене ним хӗрхенмесӗр тиркеме юратни чӑннипе мӗне тӑнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлеттӗм. Ку сӑртсен сыпӑкӗсем ҫӗр ҫинче чӗрчунсен тӗнчи пуҫланса кайиччен нумай малтан сиксе тухнӑ. Ҫак ташласа тӑракан сывлӑшпа сывлама чӑтмалла мар йышӑр, вӑл ҫӑтса та ҫӑтӑнмасть, антӑхтарассипе хӑратса, пырта чӑмаккан-чӑмаккан капланса ларать. Иван Кузмич ӑна, хӑй тӗллӗн вуласа тухса, таткаласа пӑрахрӗ. — Эпӗ йывӑҫ ҫумне пуҫпа пырса ҫапӑнтӑм. Курӑнчӗ пире те. Шӑллӗ, эрешмен евӗрлӗскер, ҫаплах чарӑнмарӗ, — хуллен, ҫине тӑрсах хӑйӗн эрешмен картине явса пычӗ. Амӑшӗ, пӳлӗме кӗрсе, сӗтел хушшине сӑмавар умне ларчӗ, аллине пӗр татӑк ҫӑкӑр тытрӗ, ун ҫине пӑхса илчӗ те ӑна вӑраххӑн каллех турилкке ҫине хучӗ. Мӗнле кун килсе тухрӗ ара паян! — тарӑхса каларӗ Яков Лукич; халтан кайса, пукан ҫине ларчӗ, ӗнси ҫине сиксе тухнӑ пысӑк мӑкӑле хыпашласа пӑхрӗ. Унта поляксен костёлӗ пур, крепость пек, пырса тапӑнмалламарскер. — Кӑштах алкумӗнче тӑрӑр-ха! — кӑшкӑрса каларӗ вӗсене Нагульнов, унтан Банник еннелле ҫаврӑнчӗ те малалла каласа ҫыртарчӗ: — «… хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх хатӗрленӗ тырра тулӑ халлӗн кӳрсе паратӑп. Хӑй умне эрех стаканӗ пырса лартнине туймарӗ те, манса кайса ӑна ҫийӗнчех ӗҫсе ячӗ. «Ҫавӑ-ши? е ҫавӑ мар-ши?» тесе ыйтаттӑм хамран хам, Зинаидӑна савакансене пӗрерӗн сӑнаса. Эсӗ ӑна пӑхӑнтараймасан, пӗрремӗш хут чуп туни те сана иккӗмӗш хут чуп тума тивӗҫтермест, сан умӑнта хӑй йӑлӑхиччен ейкеленет те пӗр-икӗ ҫултан вара, амӑшне итлем пек туса пӗр-пӗр чӑлаха качча тухса каять; кайран хӑйнех вӑл: эпӗ телейсӗр, тет, эпӗ пӗр ҫынна ҫеҫ юрататтӑмччӗ, тет, сана юратнӑ пулать ӗнтӗ, анчах турӑ ҫырман, имӗш, мӗншӗн тесен унӑн савнӑ ҫынни салтак шинелӗпе пулнӑ, ҫав кӑвак шинель айӗнче ҫулӑмлӑ та ырӑ чӗре тапатчӗ ҫав, тесе ӗнентерме пуҫлать вӑл хӑйне… Чартакра Женя ларать. Улӑм купи ҫинче лараканскер, чӗркуҫҫине аллипе ҫатӑрласа тытнӑ. Вӑл кил картишне чупса тухрӗ те Сида курах кайрӗ. Сид тин ҫеҫ пусма тӑрӑх хӑпарма пуҫланӑччӗ. Ун куҫӗнче хам пӗлсе тӑран ирсӗр ӗмӗчӗ курӑнчӗ, ҫавӑнтах ӑна мӗн кирлине туйса илтӗм. Тӗтӗм юпи ҫӗкленсе тӑракан ҫӗртен пӗр сас-хура та илтӗнмест. — Килте ҫук эпӗ! — Ҫук. Эпӗ пӗчченех килнӗ. Шӑматкун, кӑнтӑрла иртсен, ачасем каллех хӑрӑк йывӑҫ патне пычӗҫ. Ун сӑн-питӗнчен вӑл темскере тӳсӗмсӗр кӗтни палӑрчӗ. — Мӗнле пурте пултӑр? Николай урӑхларах вырнаҫса ларса аллине каллех перо тытрӗ те, хӑйӗн сӑмахӗсен ҫемми майӗн аллисемпе сулса, ҫапла каларӗ: — Ҫемьеллӗ пурнӑҫ революционерӑн хастарлӑхне чакарать, яланах чакарать! Тата вистенсе-шӑйрӑлса пӗтнӗ кивӗ арча, ҫӗмрӗк каптӑрмаллӑ сӑран чӑматан лараҫҫӗ, иккӗшӗ те уҫӑ, вӗсен ӑшӗнче пӗр путлӗ япала та юлман. — Эсир халичченех пӗр сӑмах чӗнместӗр. Ҫав териех хытса ан тӑрӑр. — Эсир ӗҫлӗрех, Иван Павлыч, эп кӑшт кӑна ларса канам-ха. Сасӑ ҫавнашкал куҫнине, вӑл хӑйӗн вырӑнне пит хӑвӑрт улӑштарнине эпӗ нихҫан та курман. Лаша вара, сулипе картлаттарса, сӗвек ҫыран ҫине тухса тӑчӗ. Аяларах та аяларах пуҫне усать ватӑ салтак. Анчах Иохимӑн музыка туйӑмӗ чӗринче пулнӑ; вӑл юратнӑ та тунсӑхланӑ, юратӑвне те, тунсӑхне те тӑван ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑнтарнӑ. Кун ҫумне тата тара, сысна ашне, сухари миххисене хушӑр. Мана вырӑнтан кӑларнӑ пулсан, кӳреннӗ пулӑттӑм, анчах халӗ — чӑннипе калатӑп, — халӗ ӗнтӗ эпӗ сана пурнӑҫ памастӑп, эпӗ… ну, юрать ӗнтӗ. Калӑр-ха, сирӗн шутпа мӗн кирлӗ пире чи малтан? Анчах вӑл — хӗрарӑм, казак арӑмӗ-ҫке-ха, мана, офицера, намӑс… — Пит аван шухӑш! — кӑшкӑрса ячӗ Панталеоне. Ҫавӑн пекех вӑйлӑ, тымарӗсене ҫӗр айне тарӑна янӑ йывӑҫ та тӑррине каснипе нихӑҫан та хӑрмасть. Лена килкартине, ҫурта тата Воропаев Цимбал кӗрӗкӗ айӗнче выртакан топчана интересленсе пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Мӗн шуйттан вӑййи унта, атьӑр канмалли кунсем ҫинчен калаҫар. Эпӗ ҫавӑнтах чарӑнса тӑтӑм, хам пиччен пуҫӗ ҫине кӑшт ҫеҫ пусмарӑм. — Асту, иртерех тӑр, ҫывӑрса юлан-тӑк — штраф. — Эс те ҫав! — Савнӑ ҫыннӑм, вилес пек шеллетӗп сана! Шалта вӗресе тӑракан лавӑсен хӑвачӗпе ҫӗр кисренсе каять. — Мӗн пирки эсир капла? — ыйтрӗ кукша пуҫли. — Дубровский вӑл, — терӗ княгиня. Эпӗ ӑна яла, хам аттесем патне кайма сӗнтӗм. Эсӗр пӗр-пӗр сӑмахсем каласа шарика тӑпра ӑшне алтса чиксе, икӗ эрне хушши ӑна тивмесен, кайран вара халӗ каланӑ сӑмахсене каласа шӑтӑкне уҫса, пӗр шарик вырӑнне эсӗр хӑвӑр хӑҫан та пулин ҫухатнӑ шариксене, вӗсем пӗр-пӗринчен инҫе выртсассӑн та, пурне те тупатӑр. Эпир малалла кайрӑмӑр. Тӗттӗмлене пуҫларӗ. Ҫав самантран вара вӑл лётчик пулас ӗмӗте нихҫан та пӑрахман. «Иртӗр!» — терӗ вӗсенчен пӗри; хӑй пӗр аллипе алӑка уҫрӗ, тепӗрне юлташӗ ҫаптӑр тесе ӑна тӑсса пачӗ. — Кӑна Григорьев летчик калать-ха. «Мӗскер, пансем? Елена, аллисемпе чӗркуҫҫине ыталаса, ун ҫине пуҫне хурса, кровать ҫинче ларчӗ е чӳрече патне пырса вӗри ҫамкине сивӗ кантӑк ҫумне перӗнтерчӗ те ҫав шухӑшсенех вӗҫӗмсӗр, тертленсе ҫитичченех шухӑшларӗ. Сывлӑшӗ питӗрӗнсе ҫитрӗ. Билль Галлей шанмасӑр хулпуҫҫисемпе вылятса илнине курчӗ-ши Джон е курмарӗ — нуши те ҫук. — Пӗртак пӑтраштаратӑн, тусӑм, — ырӑ кӑмӑллӑн хирӗҫ каларӗ Умрихин. Ачалӑхӗ унӑн савӑнӑҫлӑ пулман. Эпӗ анне патне ҫыру ярса илӗп, унтан ҫак пӑтранчӑка мӗнле пӗтермеллине курӑпӑр. Ухмах ҫав эпӗ! мансах кайнӑ, мана халь пурте йывӑртарах пек туйӑнать. Эпӗ пӗр картлашки ҫинчен тепӗр картлашки ҫине ярса пусаймарӑм. Кашни картлашки ҫӳлӗшӗ ултӑ фут, ҫӳлти чулӗ — ҫирӗм фут ҫӳлӗш ытла. Суккӑрлӑх мӗн иккенне Павел пурӑнӑҫра малтанхи хут ӑнланса илет — пӗтӗм таврана хура-хара карса илет. Вӑл паровоз патне вутӑ турттарса килме хушма пултарать. Мускавран хӑнасем килесси пурне те ура ҫине тӑратрӗ. Станци патнелле ансӑр йӗрлӗ чугун ҫулӑн хӗррипе умлӑн-хыҫлӑн пычӗҫ. Пӑван хӑйӗн ҫырмалли пӗчӗкҫӗ кӗнекинчен пӗр листа татса илчӗ те, кӑранташпа темиҫе сӑмах ҫырчӗ. Эпӗ ҫав ула кушака пульӑпа тӗллесе ятӑм. Каласа пар, Нагульнов. — Вӑт мӗнле эпир! Кораблев кӗрхи вӑрӑм пальтопа ҫӳретчӗ, сарлака ҫунатлӑ шлепкепе, куҫкӗски умне тӑрса мӑйӑхне туратчӗ те урока пыратчӗ. Иртнӗ ҫулхине Ковычка хистенӗ пек, текех ӑна паюксӑр та хӑварма ҫукчӗ: ун урокӗсенче халь пилӗк ҫынтан та ытларах ҫӳретчӗҫ. Пӗччен тӑрса, таҫтан ҫӳлтен, сӗмлӗхрен ҫав вилӗ шыв ҫине пӑхма питӗ те хӑрушӑ пулнӑ… — Юн курман-им? Павелпа юнашар Мазин, Самойлов, Гусев тӑчӗҫ. Эпӗ ӑна пӗрре хаплаттартӑм та, вӑл йӑванса кайрӗ, ура ҫине ҫирӗп тӑрайманскер пулчӗ. Эпӗ картишне… — Сывпулӑр! Петр ашшӗн пичӗ ҫине вӑл темӗн каласса кӗтнӗ пек пӑхрӗ, васкаса сӑхсӑхрӗ, вара пӗр-икӗ минут тӑнӑ хыҫҫӑн шӑппӑн тухса кайрӗ, унтан унӑн патвар кӗлетки садра, картишӗнче мӗкӗлтетни курӑнчӗ, вӑл темскер шыраса ҫӳренӗ пек туйӑнчӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ май Силвио тӑчӗ те хӑйӗн карттусне урайне ҫӗклесе ҫапрӗ, пӳлӗм тӑрӑх тигр пек каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. — Хамӑрсӑр пуҫне пире урӑх никам та пулӑшас ҫуккине ӑнланма вӑхӑт ӗнтӗ, юлташсем! Тӗрӗкӗ те пиҫиххинчен темле пӑшал ҫакса янӑччӗ, анчах сехри хӑпнипе вӑл ун ҫинчен манса та кайрӗ, лаши ҫинчен анчӗ. Мӗн ку — хӑрани-и? «Ҫамрӑк Италипе» малтанхи хут паллашсанах Артурӑн тӗн вӗрентӗвӗпе тата католик чиркӗвӗн йӑлисене тытса пынипе пусарма тӑрӑшнӑ йывӑр шухӑшсенчен нимӗнле йӗр те юлман. Уҫланкӑсенче тӗрлӗ сасӑллӑ патефонсем янӑраҫҫӗ. Вӗсен тавра карнавала килнӗ дачниксем лара-лара тулнӑ. Апат-ҫимӗҫӗ, ӗҫки-ҫики — туллиех. — Мӗншӗн каяс мар-ха? Эпир Валькӑпа килӗшсе шавлама пуҫларӑмӑр. Кун хыҫҫӑн Ромашов, ун аллине хӑйӗнни ҫине илсе, ҫинҫе пӳрнисем ҫумне хуллен-хуллен сӗртӗнсе, хӑюсӑртарах сасӑпа йӑвашшӑн пуҫларӗ: — Каласам мана… Пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ пӗлместӗп иккен? — Мӗнлерех намӑс, мӗнлерех намӑс! — пӑшӑлтатрӗ подпоручик, вырӑнӗнчен хускалмасӑр. Найденов Ванюшка, ним калама аптранипе йӑл кулса, ҫаплах Макар ҫине пӑхса ларнӑскер, сӑмаха вӗҫлеме ыйтрӗ: — Атьӑр-ха, Давыдов юлташ, пӗтерер. Чечекленекен ҫаран ҫинче, ромашкӑсен шурӑ ҫӑлтӑрӗсем хушшинче Алексей ӑна фотоаппаратпа ӳкерсе илчӗ. Жухрай ҫавӑрӑнчӗ те пӑшалӗпе тӗллесе печӗ. Юланутлӑ петлюровец каялла ҫавӑрӑнса тарчӗ. Шӑппӑн йӑпшӑнса пырса, эпӗ сасартӑк алӑка уҫса ятӑм. Настя ӑна кунта та пулӑшу панӑ: вӑл Лиза урине виҫсе илнӗ те, кӗтӳҫӗ Трофим патне хире кайса, ҫав виҫепе пӗр мӑшӑр ҫӑпата тума хушнӑ. Ҫапла ӗнтӗ, пӗве кайнӑ Петр, инҫетри пурнӑҫӑн тулашри хивре витӗмӗнчен сыхланса тӑнӑскер, теплицӑри чечек пекех ӳсрӗ. Ҫавӑнтах вӑл Ефима тӳррӗн пӑхса, йӗрӗнчӗклӗрех кулса:— Анчах та эсӗ мана пенӗ чух пуҫран тӗлле… ан амант, тӳрех вӗлер! — терӗ. Ун пекки ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмӗ. Сарлака та симӗс ҫаран ҫинче пулса иртет ку вӑйӑ, анчах ӑна хытах тӗлӗнмелли тата именмелли те килсе тухрӗ: Тарталья хытӑ вӗрнӗ май, вӑл, урисене чарса пӑрахнӑскер, тӗлӗре пуҫланӑ Эмиль урлӑ кайӑк пек вӗҫсе каҫать те хӑй умӗнче, симӗс ҫаранӑн чи хӗрринче сасартӑк икӗ офицера курах каять; вӗсене палласа илет — ун ӗнерхи тӑшманӗ хӑйӗн секунданчӗпе — фон Дöнгоф господинпа фон Рихтер г-н! Эпӗ ӑна пӗр стакан чей тултарса патӑм. Чӗллисем те вара! Анчах халӗ — часрах кайӑр… — тесе хушса хучӗ. Кӑнтӑрла, икӗ сехет тӗлӗнче, Фиделе курса унран ыйтса тӗпчес шухӑшпа килтен тухрӑм. Каҫсенче, хӑйпе хӑй пӗччен юлсан, вӑл, куҫӗсене хыттӑн хупса, сӗмленсе, ларнӑ. Унӑн куҫӗсене тӗксӗммӗн хӗвӗшсе тӑракан тем пысӑкӑш этем ушкӑнӗ курӑннӑ. Ҫавӑн пек васкама лекнӗшӗн вӑл пите кулянать иккен, куншӑн ыттисем те пурте кулянаҫҫӗ, вӗсем ӑна хӑнара ытларах усрасшӑн, анчах кураҫҫӗ: май ҫук. Амӑшӗ ун ҫине салхуллӑн та пӑшӑрханса, ун ӑшӗнче темскер хуҫӑлнине, шалта тем ыратнине туйса пӑхса тӑчӗ. Чӑтмалла мар сивӗ сывлӑш «шуйттан тирӗпе» ҫӑмлӑ комбинезон витӗрех ӳте ҫапрӗ те шӑмӑсем патне ҫитрӗ. Эпӗ акӑ мӗн каласшӑн; король вӑл королех, мӗн ыррине кӗтмелли пур унран! Вӑл Беккие сӑмахлаттарма хӑтланса пӑхнӑ, анчах хӗрачана ытла та пысӑк хуйхӑ пусса илнӗ; унӑн мӗнпур ӗмӗчӗ те йӑлтах сӳнсе ларнӑ. Часах тепӗр ӗҫ ӑна тата ытларах пӑшӑрхантарнӑ. Эсӗ Смайльса вуласа пӑх, — вуламан-и? Тӗттӗм пулнӑ пирки хӑш-хӑш пӳртсенче хӑй ҫутса янӑ. — «Малашне ӗненетӗн пуль ӗнтӗ мана, — тет Джим, — ҫӗлен тирне алӑпа тытни — чи начар паллӑ. Пӗр кун хушшинчех улшӑну пулма пултарать. Ӗненетӗн-и, хамӑн пурнӑҫра тума ӗлкӗрнӗ ухмахла тата киревсӗр нумай ӗҫсенчен пуринчен те пӗртен-пӗр ҫак ӗҫ пирки ҫеҫ ӳкӗнместӗп эпӗ, ӳкӗнме те пултараймастӑп. Атлантидӑна ҫав вӑхӑтра Хамаган тенӗ. Выртнӑ ҫӗртенех вӑл пӑлтӑрӗсене, картишне, сарайӗсене, картиш тӑрӑх чупакан чӑххисене темӗнччен пӑхкаларӗ, хӑй ӑшӗнче: «туррӑмҫӑм, ырӑ турӑ, мӗнле хуҫа эпӗ! Тӳртереххӗн каяс тесе, ҫултан пӑрӑнчӗ те вӑл, хӑйсен пахчи патнелле вар тӑрӑх хӑпарчӗ. Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, анчах тӗрӗсне калатӑп, вӑл этем святой ҫынна та тарӑхтарса ҫитерме пултарать. — Ну, ну! — терӗ Джордж, — Команда пуҫне антратса тӑмалли ҫук. Ҫӳллӗ, ним хускалман Осадчий ун умӗнче тӗксӗммӗн тӑчӗ, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫӗ те лӑштӑр усӑннӑччӗ. — Ҫук, ку темӗнле катӑкрахскер! — Асту, ун чухне урӑх арӑмсене ан юрат. Анчах Петр, суккӑр куҫӗсене ҫӳлелле кӑнтарса, халӗ те тимлесех темӗн итленӗ евӗр, ним сасӑ та памасть. Эсир ун патне ҫыратӑр пулсан, ҫавӑн пек тунипе вӑл мана питӗ, питӗ кӳрентернӗ, тесе ҫырӑр… Ун пек чухне пӗтӗм тавралӑха шурӑ тӗтре карса илет, саншӑн вара миллион ҫул урлӑ геологин урӑхла эпохине вӗҫнӗ пек туйӑнать. Вӗсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чарӑнкаласа кӗтмен хӑнасем ҫине хаяррӑн хӑрлаткаларӗҫ: ку вӑрманти тискер кайӑксем ҫынсене хальччен курман пулмалла, вӗсенчен хӑрамалла-и е хӑрамалла мар-и, — ӑна та пӗлмеҫҫӗ. Вӑтанмалла санӑн, кӑштах вӑтанмалла, эсӗ ватӑ ҫын вӗт! Виҫҫӗмӗш спутник тӗнче уҫлӑхӗнче ҫулталӑк ытла ҫаврӑнать ӗнтӗ. Кил-йыш пысӑкчӗ, ӗҫченччӗ. Эпир пурте ҫарамас пекех, анчах никам та сивве туймасть. — Вӑт… мӑйӑх! Мӗн салтакӗ апла вӑл? Ҫак тарана ҫитичченех авторне те, кӗнеке ятне те астӑватӑп-ха… Тепӗр икӗ кунтан вӑл кӗнеке содержанине ыйтма тытӑнчӗ те — эпӗ ним те пӗлместӗп. — Пӗлсе ҫапӑҫас пулать, Ермаченко. Партин ватӑ членне, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ ҫынна, партирен кӑларса пӑрахасшӑн… Вӑл сӗтел патӗнчен вунӑ метр кайма та ӗлкерчӗ, анчах айккинелле сиксе ӳкрӗ, пӑрӑнса юлчӗ, ун тӗлӗнчен, енчен енне турӑх сирпӗтсе, тӑхлан чашӑк кӗрлесе иртсе кайрӗ, сывлӑшра явӑнса илсе, хире инҫете кайса ӳкрӗ. Хамӑрпа пӗрле турттарса каятпӑр. — Тьфу, ват усал! — терӗ те Андрей, сиксе тӑрса, палаткӑран тухса вӗҫтерчӗ. — Ҫӑра уҫҫисене ӑҫта хурас, Давыдов юлташ? Таканлӑ лаша йӗрӗсене уйӑрса илме шутсӑрах хӗн пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсене ӑйӑрсен урисем таптаса пӗтернӗ. Халӗ ҫыранра пурӑнать тата таверна тытать. Бристольри пур моряксене те пӗлет. Ҫӗр ҫинче пурӑнни унӑн сывлӑхне сиен кӳнӗ, вӑл халӗ каллех тинӗс ҫине кайма шутлать тата судно ҫинчи повар пулма ӗҫ шырать. Э-эх! Ун умӗнче хура кӑвак пӗлӗт татӑкӗ енчен енне сулӑнкаласа шӑвать, ҫӑлтӑрсем сиккелеҫҫӗ. Эпир улттӑн, хут ҫинӗ ҫырса хур пире. Тепӗр уйӑхран, Мускавран таврӑнсан, Мирон Артамонов пуҫне пӗшкӗтсе, хӑйӗн ывӑҫ тупанӗ ҫине пӑхкаласа Татьянӑна ҫапла каларӗ: — Сана манӑн пӗр хурлӑхлӑ япала ҫинчен пӗлтерес пулать: Мускавра ман пата леш аскӑн хӗр, Яков пурӑнни, пычӗ те, темле ҫынсем — хм, мӗнле ҫынсем пулччӗр ӗнтӗ халь? Унӑн ҫи-пуҫне эпӗ сак ҫинче ларнӑ чухнех асӑрханӑччӗ. Пиллӗкмӗш каҫхине пире Сен-Луирен анатарах аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр килсе ҫапрӗ, ҫӳпҫерен янӑ пек чашлаттарать вӑл. Садалла тухакан чӳрече умӗнче е садра алла ӗҫ тытса ларса, вӑл Тихонпа Никита калаҫӑвӗн уйрӑм сыпӑкӗсене илтет, — вӗсем мунча патӗнчи ҫырла йывӑҫҫисем хушшинче тӑрмашаҫҫӗ, фабрикӑн ҫемҫерех шавӗ витӗр дворникӑн лӑпкӑ сӑмахӗсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ. Хохол, пуҫне ун патнелле пӗшкӗртсе, хуллен, тытӑна-тытӑна калама пуҫларӗ: — Эпӗ ун пек тӑвасшӑн пулман, эсӗ пӗлетӗн вӗт, Павел. Сӑмах та ҫук, Роберт Грантпа Жак Паганель вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте пурӑннӑ пулсан, вӗсем Ван-Схоутенпа та, Ленерпа та ҫӳренӗ пулӗччӗҫ. Ҫынни татах пӗшкӗнчӗ те шӑтӑкалла тинкерсе пӑхрӗ. Юргин аллине пилотка патнелле ҫӗклерӗ. — Старши лейтенант юлташ… Хуллен йӑпшӑнса пыр, систермелле мар. Профессор тин хӑй каютинчен тухрӗ; вӑл пӑртак шурнӑскер ывӑннӑ пек курӑнать, анчах унӑн сӑн-пичӗ ҫапах хаваслӑ та кӑмӑллӑ курӑнать. Атя трактире, чей ӗҫме… Чура сутуҫи караван хуралҫисене тав турӗ те ҫавӑнтах япала йӑтакансене ӗҫшӗн тӳлеме хушрӗ. Ыттисем, вӑл мӗн тунине пӑхнӑ пек, кӑштах пӗшкӗнсе ларнӑ. — Анчах мӗнле тӑвам-ха эпӗ ӑна? Анчах унӑн хаваслӑхӗ те, ачашлӑхӗ те яланлӑхах ҫухалчӗҫ — пирӗн хушӑра мӗн пулса иртни малашне те ҫапла пуласса нимӗн чухлӗ те шантармарӗ, эпӗ ҫакна йӑлтах тӗлӗкре курнӑ пек ҫеҫ пулчӗ. — Анчах вӑл мар вӗт, Зеб, вӑл мар? Вио старик утрав ҫинче нумай ҫулсем пурӑнать, ҫав хушӑра ӑна карап ҫӗмӗрӗлсе кайнипе хӗн-хур курса ӑна ҫынсене пӗрре те пулӑшу пама тӗл килмен. Чӗлпӗре салтса илнӗ тата йӗнер хырӑмсарлӑхне хытарнӑ чухне унӑн аллисем ват супнӑ старикӗнни пекех чӗтрерӗҫ. Ҫавӑнпа та, 64-мӗш номерлӗ полицейски показанине хисепе илсе, Крэнкбиле ик эрнелӗхе тӗрмене хупмалла тата унтан аллӑ франк штраф шыраса илмелле тунине тӗрӗс тунӑ темелле. Эх, матрос, матрос! Пултарӑпӑр пулсан, эпир унпа пӗрле тарӑн ҫурӑк урлӑ сиксе каҫӑпӑр. — Ӑҫта? — илтӗннӗ васкавлӑ ыйту. — Ҫапла, Дмитрий, эпир пӗрле кайӑпӑр, эпӗ санпа пыратӑп… Вӑл васкамасӑр хӑйчиккине тӳрлетрӗ, унтан йӑрӑм тӑрӑхлӑ тӳшек умне пычӗ те, ун ҫинчи этем кӗлетки выртнӑ хыҫҫӑн путса тӑракан вырӑна аллипе сӑтӑрса якатрӗ. — Австралин пур облаҫӗсене те пӗлсе ҫитеймен-им-ха вара? — тесе ыйтрӗ Элен. Вӗсем ҫапӑҫура та ҫӗнтереймеҫҫӗ. Вӑл вӗсене хӑйӗн йывӑҫран тунӑ хӳшшине кӗрсе, унта океанри Робинзонӑн сӗтелӗ хушшине ларса курма ыйтрӗ. Урама ҫынсем тумланса тухаҫҫӗ, тумтир айӗнче вӗсем мӗнлине пӗлмелли ҫук; уҫҫӑн этем килте, хӑйӗн тӑватӑ стени ӑшӗнче пурӑнать, вӑл унта епле пурӑнать — эсӗ ӑна пӗлместӗн! Пӗчӗкҫеҫ ҫӗмрен йӗппи ӳкерсе хунӑччӗ унӑн кӑкӑрӗ ҫине. Тӗсесе пӑхмасан, вӑл курӑнсах та каймасть. Лена ун ҫине ҫавӑн пек хавхаланса пӑхнипе вӑл ирӗксӗрех именчӗ. Савӑннипе Мересьев кӑшкӑрса ячӗ, ним шухӑшламасӑрах газ рычажокне аллипе тытса хӑй ҫинелле туртрӗ, анчах ҫавӑнтах калаҫмалли трубкӑра вӑл инструктор хаяррӑн вӑрҫса илнине илтрӗ:— Эс тамӑка аҫунтан малтан кӗрсе ан кай! — терӗ вӑл. Ҫак гимнастикӑна вӑл госпитальти ухмахла йӑла вырӑнне шутласа, тӳсме те пултараймарӗ, ҫавӑнпа та Алексей гимнастика тума тытӑнсанах, ҫиленсе мӑкӑртатса коридоралла тухса кайрӗ. — Ҫапах та, ҫитӗ, атте, — ан ачашлан. Яков, пӗшкӗнсе, туйине ҫӗртен илсе, ӑна пачӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхса, хуллен ыйтрӗ: — Апла пулсан епле-ха эсӗ, мӗншӗн-ха эсир мана тапӑнтӑр? Пӳрте тулнӑ тӗтӗм ҫав шӑтӑкран майӗпен тухма пуҫлать: ахальрен мар пӳртӗн ӑшӗ пӗтӗмӗшпех хӑрӑмпа витӗнсе хуралса ларнӑ. Вӑл танковӑй ҫарсен лейтенанчӗ, Степан Иванович пекех Совет Союзӗн Геройӗ пулнӑ. Die Мutter ist schon im Saal, — кӑшкӑрчӗ вӑл кӑмӑллӑ сасӑпа нимӗҫле, унтан ман патӑма пычӗ, ура вӗҫне ларчӗ те кӗсйинчен табак пуракӗ кӑларчӗ. Ҫак сӳннӗ вулкан труби вута парӑнман лавӑпа витӗнсе тӑнипе хӗрӳлӗхе витӗр кӑларман тесе те шухӑшланӑ эпӗ. — Туйса тӑтӑм-ҫке ҫакна эпӗ! Ун ҫинчен эпир пурте пӗлетпӗр: вӑл малтанах тӳп-тӳрӗ ҫул-йӗрпе пырать, унталла та, кунталла та пӑркаланмасть, эпир те — ун хыҫҫӑн, тытса чарма ҫук хӑватлӑ юхӑм пек пырса, ҫав чӑн-чӑн тӑван социализма утса ҫитӗпӗр, эпир хамӑр ҫав социализмшӑн ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха, арӑмсене, ача-пӑчасене пӑраха-пӑраха хӑварса, ҫамрӑк пурнӑҫӑмӑрсем ҫинчен манса кайса, хамӑр юна та, ютсен юнне те пӗр хӗрхенмесӗр юхтарнӑ. Деренков лавки скопец-улшуҫӑ ҫурчӗ ҫумне туса лартнӑ лутра ҫуртра вырнаҫса тӑратчӗ; лапкаран пӗр алӑк пысӑк пӳлӗме илсе кӗретчӗ, ӑна килхушинелле пӑхакан чӳрече вӑйсӑррӑн ҫутатса тӑратчӗ, ҫав пӳлӗм хыҫӗнче кухня пурччӗ, кухня хыҫӗнче икӗ стена хушшинче вырнаҫнӑ тӗттӗм ҫенӗкре, кӗтесре, чӑлан пурччӗ те, ҫавӑнта вара унӑн «сиенлӗ» библиотеки пытанса тӑратчӗ. Укҫа тӗлӗшӗнчен вӑл хӑй аппӑшӗн ывӑлне пӑхӑнса тӑнине пӗлекенсем унта пит сахал пулнӑ. Ку сан пуҫу пӗлмелли ӗҫ мар. Хыҫалти урисем ҫине тӑрса пуҫне ҫӗклесен, вӑл ҫын ҫӳллӗшех. Чӑнах та, койотсем часах курӑнса кайнӑ. Сталин ун ҫине сӑнаса пӑхрӗ. Елена ун ҫине пӑхса илчӗ, унтан:— О, манӑн ырӑ тусӑм! — терӗ те, макӑрса ярса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Анчах вӑл акӑ Николай Антоныч ҫинчен калама пуҫларӗ те, эпӗ хӑлхана тӑратсах итлеме тытӑнтӑм! Соацера Хӗвел Ялӗ тенине пӗлтерет, — кам пурӑнас килнине пурне те пурнӑҫ паратпӑр. Вӑл шоссерен пӑрӑнчӗ те чӑнахах та сӑртсем патнелле кайнӑ пек курӑнакан ансӑр та такӑр мар ҫул тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Нимле ҫепӗҫлӗх те ҫук санӑн, аслӑрах чинсене те хисеплеме пӗлместӗн… Ун вырӑнне — кулли вара! «Йытӑ ҫури, эс пире унта мӗн туни ҫинчен кала!» тӳсӗмӗ пӗтнипе кӑшкӑрса пӑрахрӗ пӗри халӑх хушшинчен. Нуша — вӑй, вӑл хурҫӑ хулла пружина туса авать, а хурҫӑ час парӑнаканскер мар. Марьянкӑн пичӗ ҫавӑрса ҫыхнӑ тутӑрпа хупланнӑ; ун ҫинче кӗрен кӗпе тата симӗс бешмег. — Ҫук, ҫичӗ сехет те вунӑ минутра, — терӗ хыттӑнах ученый. — Лӑпах ҫак минутра Бэтман тата Фалькнер пӗр бухтӑн хӗрринче Порт-Филипп ялне туса хӑварнӑ. Халӗ унта темӗн пысӑкӑш хула Мельбурн ларать. Пароход тӑрать вӗт, чарӑнса тӑчӗ, ну! Лайӑхрах вӑрҫас пулатчӗ! — терӗ. Ҫак дворянин, хӑйне пӑхсан ӗренки ҫук, юрӑхсӑр кӑра характерлӑ, пӗрмаях турра хирӗҫле ятлаҫуллӑ чыссӑр сӑмахсемпе юла-юпса калаҫать!» Уйрӑмлӑхӗ хуть пысӑк та мар кунта, пире махорка параҫҫӗ, командирсен палатине вӗтетсе каснӑ табак параҫҫӗ. Темиҫе минут калаҫмасӑр ирттернӗ хысӑн профессор каллех калаҫма пуҫларӗ; вӑл эпир ҫав вӑхӑтра ӑҫта тӑнине те манса кайнипе, Иоганнеумра хӑйне итлесе тӑракансем умӗнче тӑнӑ пекех шутласа шухӑша кайни паллах, мӗншӗн тесен вал аудитори еннелле пӑхса профессор сассипе лекци вуланӑ пекех ҫапла калаҫма пуҫларӗ:Ырӑ государьсем, эпӗ сире тӑваттӑмӗш тапхӑрта пурӑннӑ авалхи ҫын шӑм-шакне кӑтартса паллаштарасшӑн. — Вӑл паллах ӗнтӗ. Ҫак вӑхӑтра пирӗн ура айӗнче темӗн тарӑнӑшӗ пысӑк шӑтӑк курӑнса кайрӗ. Эпир мӗн тӑвассине кӗтнӗ пекех, пӗрре арӑм ҫине, тепре ман ҫине пӑхса тӑчӗ. Чиркӳсем лартассине эпӗ юрататӑп! — тетчӗ те вӑл, мана сӗнетчӗ: — Атя манпа пӗрле! Вӑл — кам хӑҫан суккӑр пулнинчен килет. Малькольм-Кэстль Малькольм-Кэстль, шотландилле каласан, Малькольм замокӗ, сӑрт-тусемпе пуян Шотландин чи илемлӗ кӗтесӗсенчен пӗринче вырнаҫнӑ: вӑл сӑрт ҫинче пит ҫӳллӗ вырӑнта ларать, айӗнче Люсс ятлӑ ял картина ҫинчи пекех илемлӗ курӑнать. Даша инке пулман пулсан, вӗлереттӗмччӗ эпӗ ӑна. Француз шӑнк хытса тӑчӗ. Амӑшӗн хурлӑхлӑ, ҫемҫе сӑмахӗсене илтсен, Павел ашшӗ пурӑннӑ чух амӑшӗ пӳртре пурри те сисӗнменнине, вӑл ялан шарламасӑр ҫӳренине, хӑйне хӗнессе шиклӗн кӗтсе пурӑннине аса илчӗ. Юлашки страница Катьӑна доктор пӳлӗмӗнче хӑварас килместчӗ манӑн, ҫитменнине ҫав пӳлӗм докторӑн та марччӗ-ха, пӗр вилнӗ командирӑнччӗ. «Ҫапах та, — тенӗ вӑл тарӑн сывласа илсе, — улпут хӗрӗ кулӑшла пулсан та, эпӗ ун ҫумӗнче хутла пӗлмен ухмах ҫеҫ пулса тӑратӑп», — тенӗ. Тепӗр енчен, тӑшман хӑваласа, хӗссе килесси те хӑратса тӑнӑ. Тен, ҫӗр улми купалама кай, тейӗн тата? Том тата пӗр ик-виҫӗ илӗртмелле сенӳ парса пӑхрӗ, анчах вӑл тӑрӑшнисем пурте ахалех пулчӗҫ. Наталья пӳлӗмне кӗрсе, хӑй хыҫҫӑн алӑка питӗрсен, Петр аллисене хӑюллӑн малалла тӑсрӗ, хӗр ун патнелле сулӑнчӗ, упӑшки ытамне кӗчӗ те чӗтрекен сасӑпа:— Кӑштах сыпнӑ вӑл, — терӗ. — Эсир пӑшӑрханса ӳкрӗр пулӗ ӗнтӗ, савнӑ ҫыннӑм, ҫапла-и? Дятловӑн гимнастёрка аркийӗ хутланнӑ-мӗн те, хырӑмӗ, ҫуррине яхӑн, уҫах тӑрать. Карчӑк шырассинчен хӑрать-мӗн. Пӗр хӗрарӑм выҫӑпа вилнӗ ачин ӳтне йӑтса пырать… Вӑл чӑн та вырӑнлӑ пулчӗ ӗнтӗ. Ҫавӑ хӑтарчӗ те пире. — Инкек… Илтрӗр-и, Сергей Константинович?.. Ҫак хисепе тивӗҫлӗ чӗрчунсем такамшӑн та ырӑ ӗҫсем тума пултараҫҫӗ, ҫакӑншӑн эпӗ вӗсене чун-чӗререн хисеплетӗп. Тӗрӗссипе каласан, малтанхи вӑхӑтра эпӗ хамӑн шухӑш-туйӑмсем ехусемпе вӗсене евӗрлӗ чӗрчунсем майлӑ пулнине сисме те пултарайман. Анчах каярахпа эпӗ майӗпенех асӑннӑ чӗрчунсене килӗштерекен пултӑм. Ан та ыйт: каланӑ сана — памастӑп, тесе, памастӑп та. — Кам? — ним ӑнланмасӑр Женя ҫине пӑхса илчӗ Ольга. Ҫак шӑв-шава лӑплантарма нумай вӑй-хал кирлӗ пулчӗ. — Пӗр кӗленче эрехшӗн ӑна пӗтӗм пырши-пакартипех сутӑн илме пулать. Унӑн ҫирӗп те хытӑ утти аякранах илтӗнет. Тух паян, тӗттӗмленсен, укӑлчана. — Кӗр, — терӗ Оленин. Марин йыснӑшӗ ун суранне пит тишкерсе пӑхса тухрӗ те тепӗр хут ҫӗнетсе ҫыхрӗ. Вӑл ҫак ҫӗрле япӑх ҫывӑрчӗ. Оленин — ҫамрӑк ҫын, ниҫта та вӗренсе тухман, ниҫта та службӑра пулман (вӑл темӗнле ӗҫ ҫуртӗнче хут ҫинче ҫеҫ шутланса тӑнӑ), хӑйӗн пурлӑхӗн ҫуррине унта та кунта йӗркесӗр салатса пӗтернӗ, ҫирӗм тӑватӑ ҫула ҫитсе те хӑйне валли нимӗнле ӑнӑҫлӑ вырӑн та суйласа илмен, нихҫан та нимӗн те туса курман. Унӑн пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ темле илемсӗр те мӗскӗннӗн курӑнать… Ромашов тӗрлесе кӑшкарлакан «Юлашки синкерлӗ дебют» ятлӑ виҫҫӗмӗш, шутпала пӑхсан, повеҫчӗ ку. — Пӑшалсем патне, юлташсем! Халӗ, юлташсем, манӑн сире каламалли кӗске те питӗ кирлӗ сӑмахӑма итлӗр. Хӑшпӗр каҫсенче метеорсем пинӗ-пинӗпе хыпса ҫунаҫҫӗ. «Эпӗ хам ӑҫта ларнӑ ҫӗртех ларса юлатӑп, вилӗм килессине кӗтетӗп, вӑл ҫитесси инҫех мар ӗнтӗ, — тенӗ вӑл. — Ӗнтӗ ҫул ҫинче асап курасси часах пӗтет, хӗвел анса лариччен хамӑн ҫӗнӗ ҫӗрсене курма май килет, — тесе савӑнса, плантатор пит те лайӑх кӑмӑллӑ пулнӑ. Кӗлле хисепле хӑнасем ҫав тери нумай пухӑннӑ пирки, чиркӳре вырӑн ҫитменнипе, хресченсене чиркӳ умӗпе картишӗнче тӑма тивнӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл унта, инҫетри ҫурҫӗрте, юлнӑ, вӑл вилнипе чӗррине те никам та пӗлмест, мӗншӗн тесен командӑри вӑтӑр ҫынтан пӗри те киле таврӑнайман. Хӑйӗн команднӑй пунктри блиндажне вӑл илем кӗртрӗ, фронтӑн малти линийӗнче мӗн тума май пуррине йӑлтах турӗ. Эпӗ кунта кӗтмен ҫӗртенех темӗнле япала тӗл пулма та хатӗрленсе тӑтӑм. Пуҫра халӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ вӑраххӑн ҫаврӑнать, урасем малтанхинчен те ытларах ҫунса тухас пек ыратаҫҫӗ. Анчах Алексей типӗ юрпа кӗмӗлленнӗ упа вилли ҫине ларчӗ те малалла мӗн тумалли ҫинчен, ӑҫталла каяссипе хамӑрӑн малти чаҫсем патне мӗнле ҫитмелли ҫинчен шутлама пуҫларӗ. Ӑна тӳрӗ мар ҫынсем, вӑййӑн пур чее енӗсене те тӗплӗ вӗренсе, вӑл пулӑшнипе пит, пысӑк пурлӑхсем пуҫтарса обществӑра чапа тухма май пур пекех туйӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах чаплӑ ҫынсемпе паллӑ ҫынсем, укҫалла вылякансем хушшинче час-часах пулса, пӑсӑлса каяҫҫӗ те, выляса янине тавӑрас тесе е тата ытларах ӑста выляса илес тесе, хӑйсем тӗрлӗ майпа улталама тытӑнаҫҫӗ. Ҫул ҫинче ӗшенсе килнӗ хыҫҫӑн — канӑр. Ача-пӑча! Чи малтан юхса тухнӑ хыҫҫӑн ҫавӑн чухлӗ килнипе вӗри шыв сивӗнсе, таврари температурӑпа танлашрӗ; ӑна сивӗтсе тӑмасӑр тӳрех ӗҫме те ҫӑмӑл пулчӗ. — «Рихтгофен», анчах «лавочниксенчен» хӑратӑн! — терӗ Мересьев ҫилӗпе, шӑл витӗр, ҫывхарсах килекен тӑшмансен стройӗ ҫине пӑхса. Унӑн пӗтӗм кӗлетки пӗр шӑнӑр пек хытса ларчӗ, чӗри вӗри хаваслӑхпа тулчӗ, пуҫӗнчи ҫӳҫӗ те хусканса илчӗ. «Эпир иксӗмӗр те пӗтрӗмӗр» тесе шутларӑм эпӗ. Вӑл чуста илсе килчӗ. — Мӗскер ыйтать вӑл вӗсенчен? — шухӑшланӑ Фома, Ежов сӑмахне итлесе ниепле тӑна кӗреймесӗр. Кашниех паян тутӑ пуласшӑн, никам та хайӗн халех ҫисе яма пултарас апатне ырана та пулин хӑварасшӑн мар. Джентльменӑн аллинчи отверка чӗтренчӗ те, хайхи чӑкӑлтӑш пружина, хӑй вырӑнӗнчен вӑркӑнса тухса, шӑвӑҫ хупӑлчана пырса ҫапӑнчӗ. Тӳрех ҫавӑнталла васкаса кайӑр. Ҫывӑхри «Первомайский» колхоз, ун сӑмахӗ тӑрӑх, нимӗҫсенчен сиен курманпа пӗрех, анчах вӑл колхоз, пӗтӗмпе илсен, Кубаньпе Дон ҫинчен куҫса килнӗ ҫӗнӗ ҫынсенчен тӑрать, анчах тепӗр иккӗшне — «Калининпа» «Микоян» колхозсене тӗппипех тустарнӑ, ҫаратнӑ, ҫыннисене те чылайӑшне Германие хӑваласа кайнӑ. — Ҫапла каларӗ те тухса кайрӗ. — Петицисем ҫине вӑл унсӑрӑн та ҫаврӑнса пӑхмӗ, — терӗ те неаполитанец, сӗтел патне пычӗ. Иван Иванович пӗр черкке сыпрӗ те хӑймапа тунӑ кукӑльне тутанса пӑхрӗ. Томӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав мӗскӗн ҫын мӗнле хӗн-хур тӳссе ирттернине хӑйӗн опычӗ тӑрӑхах аван пӗлсе тӑчӗ. Мана ку пит те кӳрентерет, ҫавӑнпа та уйрӑм ҫыру ҫырмастӑп, анчах эсир ман пата, тархасшӑн, уйрӑм ҫырӑвах ҫырӑр, — мӗнле пурӑнатӑр тата шухӑш-кӑмӑлсем мӗнле?..» — Пушар? — тесе ыйтрӗ те Алексей ывӑҫ тупанне ҫамки патне тытса сиксе тӑчӗ. Эсир ӑна хӑвӑр та ӑнланмастӑр пулӗ, анчах мана ҫав сӑмахсене ҫырма кӑмӑллӑ пулнӑ пирки ҫеҫ, эпӗ ҫавӑн ҫинчен асӑнтарас тетӗп. Аяла анма тухмалли алӑк патӗнче горничнӑй сасси илтӗнчӗ; ӑна мӗн кирлӗ-ши тесе, эпӗ ун патне тухрӑм. Ну, вӑл вара мӗн шутлать-ши? Кӑшт тӑрсан, ҫав хута ҫурса пӑрахрӑм та Валька патне зоопарка тухса кайрӑм. Ха! Тупата, эсӗ ухмаха ернӗ пулас! Ҫитменни ҫине тата — ҫакӑ паллӑ пулчӗ — нимӗн тавлашмалли те, кӑшкӑрашмалли те пулман-мӗн… Мӗн? Ҫӗрле Марья Ивановнӑна пит те хытӑ вӗрилентерсе пӑрахнӑ. Вӑл ӑнран кайса, аташса выртнӑ. Хӑвӑр та тепрер ҫултан, сире унччен полкран кӑларса сирпӗнтермеҫҫӗ пулсассӑн, шӑл-ҫӑвартан шаккама пуҫлӑр акӑ. «Пӑхӑр-ха, темскер выртать кунта» тесе кӑшкӑрашса, михӗ анине салтма тытӑнчӗҫ. Калаҫу теми кӗтмен ҫӗртен улшӑннӑран-и е калавӗ чӑнах та кулӑшла пулса тухнӑран-и ҫынсем уҫӑлса кайрӗҫ, тенкелсем ҫинчен шӑвӑнкаласа илчӗҫ, ҫывӑхарах куҫса ларчӗҫ. Эпӗ ирӗклӗхе юрататӑп, мӗн тӑвас килнӗ ҫавна тӑватӑп, ҫынсем ҫинчен те ҫаплах шутлатӑп. Пурне те шыраса тупма ниепле те май килмест. Пуҫланасса ку, тепӗр тесен, питӗ кӑсӑкла пуҫланчӗ. Эпӗ чирлӗ ҫын патне йӑпӑшт кӗрсе кайрӑм; вӑл ҫывӑрмасть пулсан, пирӗн унпа мӗнлерех суймаллине шухӑшламалла — тӑвансем ӗненмелле пултӑр. Ҫӗнӗ Зеландири паллӑ юханшыв Тепӗр кун, хӗвел тухас умӗн, юханшыв ҫинче ҫӑра тӗтре хӑпарчӗ. Пӗччен ларакан вилтӑприсем яланах тунсӑхлӑ, калама ҫук поэтикӑллӑ курӑнаҫҫӗ, вӗсене тӗл пулсан, тем ӗмӗтленес килет… Мур хиртӗр шеллӗве! — Кай кунтан, е халех эпӗ сан юнна ӗҫетӗп! — хӑратса мӗкӗрчӗ Беспортев, йӑлтӑр-ялтӑр кинжалне туртса кӑларса. — «Мӑйӑхсене антар!» — тет. Эпӗ пирӗн патӑрта эсӗ ытларах… тесе шухӑшланӑччӗ. Эпӗ ун адресне ҫырса илтӗм те, сывпуллашрӑмӑр. — Чим-ха, тусӑм, пӗтӗмпех мар-ха: эп сана тав туман». — Кӑмӑлӑма ҫемҫетнӗшӗн тав тӑватӑп, сударь. — Лукашка, чӗрҫиттине хывса, аван мар пулнӑн йӑл кулса илчӗ те, ҫиллине пусарса, арӑмне кӑшкӑрса ҫапла каларӗ: — Ну, мӗн пӑхса тӑратӑн-ха, ухмах? Увар Иванович вырӑн ҫинче выртать. Ывӑлу-и? — ыйтрӗ вӑл калаҫма чарӑнмасӑрах, вара хӑвӑрттӑн ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса илчӗ те, унтан тепӗр хут та ман ҫине те, Кораблев ҫине те пӑхса тӑчӗ. Артамонов ку мунчана вут тӗртсе сунтарса яма е ҫӗмӗрсе вутӑ тума касса ваклама шухӑшларӗ, — мунчи, чӑнах та, кивӗ тата ҫӗрме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ҫапах та ӑтӑр шӑтӑк патне ишсе пыма тӑрӑшнӑ. — Ну, тытӑрах! — салхуллӑн, йӳҫенкӗн каланӑ Фома. — Ан шарла! — Озеров ӑна хулпуҫҫийӗнчен хытӑ пӑчӑртаса тытнӑ: — Ан шарла, Петя! Карчӑк, пуҫне ҫилӗллӗн сулкаласа, хӑй виҫӗ уйӑх хушши больницӑра выртни ҫинчен каласа пачӗ, муллана чӗнесшӗн пулнӑ та, Ленинградра пӗр мулла та ҫук, пур мулласем те вилсе пӗтнӗ. Кӗскен каласан, ҫак хаклӑ автана пӗтерме юрамасть ниепле те. Пуринчен ытла Кирен ятлӑ хӗрачана вара хушса кӑна тӑратчӗ — Кирен теекенне Татариновсем пурте ҫаплах чӗнетчӗҫ. — Апла пулсан, эпир ыран та уҫӑ пӗлӗт айӗнчех ҫывӑратпӑр-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Анчах ӑна вӗлерсен, вара мӗн? — Халех, — терӗ офицер, — пӗр самантлӑха тухӑр-ха. Улпут валли сӑмавар ларт! Тӑр, хӑвӑртрах! — кӑшкӑрчӗ старик. Аэродром ҫинче ҫак ҫурхи кун, яланхи пекех, питӗ нумай самолёт пулнӑ. Вӑл аллипе хыпашласа пӑхрӗ. Павел Петрович та кӑштах хӑй кӑмӑллӑн пӑлханнине туйса илчӗ, тавӑрӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсен аллисене силлесе, кӑмӑллӑн та ӑшшӑн кулкаласа илчӗ. Сӑмах май, Симурден аббат господина манран салам калӑр. Кунтах унӑн туйне ирттерсеттӗмӗр. — Эсӗ пӗтӗмпех ӑнланмастӑн пулсан, эпӗ сана ҫакна каласа парам: ман шутпа — хӗрарӑма пӳрнӳ вӗҫне те пулин пӑхӑнтарма ҫавӑрса илме ирӗк париччен, урамра чул ватса ҫӳресен авантарах. — Ҫапла, укҫи те пысӑк укҫа мар. Ҫулла Илья каникула килчӗ. Вӑл палламалла мар тумланнӑ, ҫӳҫне яп-яка кастарнӑ, унӑн ҫамки тата та ытларах сарӑлнӑ пек курӑнать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Артамонов, ывӑлӗ Павелпа малтанхи пекех туслӑ пулнине кура, ҫав сӗтӗк-ҫатӑк, имшеркке ачана пушшех те курайми пулчӗ. Уйӑх ҫуттинче вӑл мустангер пиҫиххийӗ ҫумӗнче Кольтӑн ултӑ зарядлӑ револьверне курнӑ, — ҫавӑн пирки мар-ши хӑяйман вӑл? — Урама тухасчӗ! — терӗ Павел шухӑшлӑн. Ката пӗтрӗ те пӗчӗк вӗтлӗхсем пуҫланчӗҫ, хура ҫырла майлӑрах темле шултӑрарах кӑвак ҫырла курӑнса кайрӗ, ятне пӗлместӗп эпӗ унӑнне. Тен вӗсенчен аҫу ӑҫтине ыйтса пӗлӗп. Весовщиков аллине пысӑк ҫӗрулми тытрӗ, ҫӑкӑр татӑкӗ ҫине хулӑннӑн тӑвар сапрӗ те лӑпкӑн, вӑраххӑн вӑкӑр пек чӑмлама тытӑнчӗ. Аҫа ҫури те «Аван ӗҫ» пекех, ют та никам та юратман ҫын. Вӑл кайма пуҫларӗ. Негрсем ҫапла калаҫҫӗ, вӗсем ҫав ӗҫ таврашне пӗлекен ҫынсем вӗт-ха. Вӑл шутлама тытӑнчӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, мӑшӑрлӑ хисеп каланӑ самантра ҫурӑлса кайсан, чӗрӗ юлатӑп, — хӑрахлӑ хисеп каланӑ самантра ҫурӑлсан, вилетӗп, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Апла пулсан, ӗҫ пит ӑнӑҫлӑ пулчӗ иккен? Эсӗ вара? Эпир, коммунистсем, пӗр рота салтакӗсем пек вӗт, хуть те мӗнле условире те пӗрле пулмалла! Доримедонт атте мар тата ывӑннӑ пек темскер пӑшӑлтатма тапратрӗ, унтан тата темиҫе ыйту пачӗ те сасартӑк сиввӗн ыйтрӗ: — Вӑрттӑн ҫаптарса кӑларнӑ кӗнекесем вуламан-и? Вакуна кӗрсе ларсан хама тӳрех киле пырса ҫитнӗ пек туйӑннипе-и е чугун ҫул ҫынра ҫапла питӗ канӑҫсӑр туйӑмсем ҫуратнипе — пӗлместӗп, анчах эпӗ вакуна кӗрсе лартӑм ҫеҫ, хамӑн ӑс вылявне хам тытса чарайми пултӑм. Унӑн вӑйӗ ӗнтӗ чылай хушӑннӑ, хӑйӗн ҫинчен вӑл канӑҫлӑн шухӑшлама пултарнӑ. — Эсир курнӑ ӑна. Юлашки вӑхӑтра Джим питӗ япӑх ӗҫлеме тытӑнчӗ — шуйттана курнипе, ҫурӑмӗ ҫине тухатмӑш карчӑксене утлантарса тӗнче тӑрӑх ҫӳретнипе мӑнкӑмӑлланса кайрӗ. — Паллах, хӑйӗн господинӗшӗн. Саша шӑрпӑк чӗртсе ӑвӑс ҫурта татӑкне ҫутрӗ, ӑна ҫав шӑтӑкалла чикрӗ те:— Пӑх! Хӗрӳленсе кайса, вӑл мана ҫапса вӗлерсен, вара мӗн пулӗ-ха? — Акӑ, вырсарникун сирӗнпе пӗрле хулана каятӑп, сире тухтӑра кӑтартатӑп та, куҫлӑх пулать те… Давыдов чӗриклетсе тӑран арча ҫине палтах кайса ӳкрӗ, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, хуп-хура йӑлтӑркка ҫӳҫ пайӑркисене пилӗк пӳрнипе ҫамки ҫинчен сирсе хыҫалалла ячӗ. — Нервӑсенчен ҫыпнӑн пӗр куҫ хупаххи туртӑнкалать, иккӗш те мар, пӗр пит ҫӑмарти сикет, иккӗш те мар. Хамӑра ҫав тери культурӑсӑр ҫынсем тесе шутламастпӑр. — Тата мӗнлерех ӑнӑҫлӑ пулса тухрӗ-ха, Гек! — Эсир хушнине эпӗ пӗтӗмпех турӑм. Ҫынсем — Маякин сӑмахӗ пуҫланнӑ чух мӗнле пулнӑ — халӗ те ҫавӑн пек позӑпах шак хытса ларнӑ. Пӳрт патӗнчен ишсе кайнӑ чух тул ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ. Утравран чӗрӗк миля анатарах ансан, эпӗ Джима кимӗ тӗпне выртма хушрӑм та ӑна мамӑк утиялпа витрӗм, ларса пырсан ӑна, негра, аякранах кураҫҫӗ. — Анчах та эсир — генерал, — хирӗҫлерӗ Буабертло. Вӑл урам тӑрӑх енчен енне сулланса, пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса утать, икӗ юлташӗ ӑна хулӗсенчен тытса тӗртсе пыраҫҫӗ. Анчах кунта манӑн алла кормаран ҫакӑнса тӑракан канат ҫакланчӗ. Капитанӑн мундир арки айӗнче ҫӗҫӗ пулма пултарать пулӗ тесе чухласа, ҫамрӑк Генкок ыйтрӗ. — Вӗсен тата урӑх мӗнле те пулин хӗҫпӑшал ҫук-и? — терӗ. Эпӗ хӗрӳлленсе ҫитрӗм, маркера ятлатӑп. Реде доктор ним чӗнмесӗр чемоданне уҫрӗ, Квейс пӑхрӗ те тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: чемоданта тӳпемиех этем пуҫ шӑммисем выртаҫҫӗ. — Аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, ҫак ача вӑл Билли Бонс арчинчен картӑна кӑларса илнӗ. Эпӗ манашкӑ мар. — Акӑ эпир кирлӗ курса ӳкрӗмӗр те, Уэлдон миссис, — терӗ Дик Сэнд. — Анчах тур пулӑштӑр, ҫил ҫеҫ ҫула майлӑ вӗрсе тӑтӑр! Ҫапла Павел нимӗн пӗлмесӗрех амӑшӗ патне тавӑрӑннӑ. Аллисене хӗҫ патне тытнӑ та вӑл куҫӗсене хӗссех аякри аул ҫине тинкерсе пӑхать. Лозневой курсах тӑчӗ: Марийкӑн кӑшт ҫеҫ усӑннӑ пек курӑнакан куҫхӑрпӑкӗсем айӗн пӑхнӑ чух, пуҫне пӑрмассерен, хура куҫшӑрҫийӗсем ҫиҫсе те йӑлкӑшса илеҫҫӗ. Вӑл аплах пулмалла-ха. Анчах ҫак вӑхӑтра вӗсем каллех такам сассине илтрӗҫ. Хальхинче ҫак сасӑ уҫҫӑнах илтӗннипе вӗсем иккӗшӗ те:— Атте! Кофейник айӗнче спирт тултарнӑ лампӑн кӑвак чӗлхисем епле чӗтренине сӑнанӑ мӑй амӑшӗ йӑл кулса илчӗ. Ҫул кӑтартмашкӑн манӑн ирӗксӗрех малта пымалла пулать. Эпӗ шлюпка ҫине аннӑ вӑхӑтра голландец палуба ҫинче тӑчӗ, мана вӑл хӑй пӗлекен пур киревсӗр сӑмахсемпе те ятлаҫса вӑрҫрӗ. — Аксинья Никитишнӑпа Венёвран килнӗ купец. Ҫавна май ӑна тунсӑхлӑ, питӗ тунсӑхлӑ пула-пула кайрӗ! — Утрав вулкан хыҫҫӑн пулса юлнӑ пулсан, — терӗ Гленарван, — вара вӑл пӗтессе те ҫавӑн пекех пӗтсе лармӗ-ши? Мана халӗ ҫав тӗнчене юрату вӑйӗпе ҫӑлассине хӗрӳллӗн ӗненекенсенчен, ҫынсене хӗрхенсе ырӑ тӑвас шутпа вӗсене касма, вут ҫинче ҫунтарма хатӗр пулнисенчен пӗри калаҫнӑ пек туйӑнчӗ. — Кам вӑл маншӑн, атте-и е хуняҫа-и? Кайрӑмӑр. Турӑ хушнипе-ши, уҫнӑ алӑкран ҫил вӗрчӗ-ши, ҫурти сунчӗ-ларчӗ. Акӑ, сӑмахран, пирӗн дивизире бас пурччӗ — пӗтӗм ҫаршӑн бас! — Джим, — терӗ вӑл юлашкинчен, — эсӗ паян леш моряка куртӑн-и? — тесе ыйтрӗ. — Мӗскер эсӗ, Джим? — Ку мӗскер? Пӑлхав-и! — кӑшкӑрса ячӗ исправник. Йӑлтах пӑлханса ҫитнипе вӑл вырӑн ҫинчен тӑрса тӳшек ҫитти портрет патне ҫывхарса ӑна пӗтӗмпех чӗркесе хучӗ. Вӑл шиклене пуҫланӑ. Халь пурне те аллаппи ҫинчи пекех куратӑп. Тӗпсӗр тинӗс ҫинелле пӑхса, вӑл пӗчченех калаҫса выртать: — Тӑванӑмсем, хӑҫан та пулин аса илкелетӗр-ши эсир Воропаев Алексее, е, сводкӑсемпе реляцисенче ятӑм ҫухалнӑ хыҫҫӑн тата ҫар журналӗсен страницисенче те курӑнми пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл сирӗн васкавлӑ асӑртан яланлӑхах ҫухалчӗ-ши? Вӑл ытти ҫынсем пек мар пулни пит лайӑх-ҫке! Вӗсем каллех шырама тытӑнчӗҫ. Нумайччен тата лайӑх пӑхса шыраса ҫӳрерӗҫ, юлашкинчен канма ларчӗҫ. Ан суй! — кӑшкӑрнӑ Фома, хирӗҫлевпе ҫӗкленсе кайса. Хохол ӑна хывӑнма пулӑшнӑ май ыйтса пӗлме тытӑнчӗ: — Сивӗ-и? — Епле илтӗн-ха кунта, урамра ҫав тери хытӑ шавлаҫҫӗ, — терӗ Галли ҫилленсе. Чӑн та, скелет пӗртте ахаль пек мар евӗрлӗ выртать. Чӑн та, ку таканланӑ мустанг йӗрӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫакӑ унӑн мустангӗн йӗрех тесе калама пултараймастӑп. К. хулинчен тухрӑм та еврейсен ҫӑви патне ҫитрӗм, пӑхатӑп — ту енчен мана хирӗҫ иккӗн пыраҫҫӗ, пӗри Викентий тияккӑн иккен. — Ҫапла ӗнтӗ, юлташсем, — уҫӑлса кайрӗ Давыдов, — эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе тата ӗнесене колхозниксене каялла тавӑрса памалла, анчах та икӗ ӗне панисене каласа ӗнентермелле, пӗр ӗнине колхозӑн пӗрлештернӗ кӗтӗвӗнчех хӑварма ыйтмалла. — Вӑл карандашне пӗчӗк ҫеҫ симӗс пӑнчӑ тӗлӗнче чарчӗ. — Софрон Яковлич, аттеҫӗм. Самолёт хыр тӑррисене ҫапӑнсан, Алексей кабинӑран тухса ӳкнӗ. Ҫавӑн чух, ури тупанӗсем таҫта хӗсӗннӗ пулас та, ура пӳрнисемпе вӗтӗ шӑм сыпписем ванса кайнӑ. Вӑл пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланчӗ, юлашкинчен пӗтӗмпех куҫ умне тухса тӑчӗ, ӗнтӗ унӑн икӗ ҫунатне те халь лайӑххӑнах курма май пулчӗ. Ҫакӑн умӗн латинла ҫырнӑ темӗн чухлӗ чир ячӗсем, вӗсене вуласан, Корчагин ҫакна ҫеҫ пӗлет: чи хӑрушши урара мар, тӗп нерв системи пӑсӑлнинче-мӗн. Шурӑ Кашкӑрпа Синопа, купаланӑ чулсенчен аякалла темиҫе ҫӗр утӑм чупнӑ та, сунар ӗҫӗ пӗтессине кӗтсе тӑнӑ. — Мӗншӗн-ха калаҫмастӑр эсир манпа? Сар пике ӗмӗрлӗхех каччӑ куҫӗнчен ҫухалать, каччӑ ун тилмӗрекен куҫӗсене манаймасть, пӗр шухӑш ҫавӑрать ун пуҫне — вӑл хӑй пурнӑҫӗн пӗтӗм телейне ҫухатрӑм тесе шутлать… — Мӗн пулчӗ? Вӗсем тахҫан ӗлӗк пӗрле ӗҫленӗ. Амӑшӗ ним те чӗнмерӗ. Клюбер Санина хваттерне леҫсе хӑварчӗ, сӑпайлӑн пуҫне тайса сывпуллашрӗ. Комбат юлташ, амантрӗҫ-им? Вӑл, славянларах кӑларма тӑрӑшса, хӑй сӑмахӗсене калама пуҫларӗ. Мельбурнран Сэндхорста пыракан чугун ҫул Блэк-Пойнт станцине тимӗрҫӗ илме лагертен Айртон каясси ҫинчен пӗлсенех майор кӑмӑлсӑрланчӗ. — Пур пӗрех калаттаратпӑр! — Халь ак ҫӑварна пӗр шӑл хӑварми тасатӑпӑр, ыран хамӑрпа пӗрле ҫуранах илсе каятпӑр, — шӑртланчӗ лутри те. — Яшенька, ӑҫта эсӗ? — Пенси пирки ӗҫ ҫӳретме пулнин. — Пулӗ те. Анчах бомбӑсем тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх хыҫне, штабс-капитан кӗрсе ларнӑ шӑтӑкран сылтӑмалла, питӗ инҫете кая-кая ӳкеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑштах лӑпланчӗ, эрех ӗҫрӗ, сыр ҫыртрӗ, пирус тивертсе туртрӗ те вара, турра пуҫҫапса, кӑштах тӗлӗрсе илме шут тытрӗ. Ҫав вӑхӑтрах эпӗ вӑл ҫын хыҫҫӑн ҫавнашкал чӗрчунсемех сахалтан та пӗр хӗрӗхӗн утса пынине туйрӑм. Лось та ӑна тӗсет — тимлӗн, сис-чӳллӗн. Анчах мӗнле шухӑшлатӑр эсир, сирӗн преосвященство, вӑл мана мӗн каларӗ? Темшӗн вара эпӗ, ҫак ултав пичетленсе тухни ҫулталӑк ытла та, халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ, тесе шухӑшларӑм. Вӑл — ашшӗ — чухӑна тӑрса юлнӑччӗ, ачисем — виҫӗ ывӑл — пурте ӑҫта кирлӗ, унта вырнаҫнӑ; пӗрне ҫех, ҫак кӗҫӗннине, Парижра пурӑнакан хреснамӑшӗ патне янӑ пулнӑ. Вилнӗ ҫулпуҫне чаплӑ тумсемпе тумлантарнӑ, анлӑ плащпа пӗркенӗ. Офицер кӗнекесене ҫинҫе шурӑ пӳрнисемпе хӑвӑрт иле-иле уҫса пӑхрӗ, силлерӗ, унтан вӑшт кӑна аяккалла ывӑтрӗ. Чансем ҫаплах вӗҫӗмсӗр янӑраса тӑчӗҫ. Эпӗ ҫаврӑнтӑм та ӑна хирӗҫ кайрӑм. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗҫ: унтан: иккӗшӗ те ҫӗрелле пӑхма пуҫларӗҫ. Пӗтрӗҫ, кӑнтаҫҫех, тетӗп хам ӑшӑмра. Ҫак ҫӗнӗ лару-тӑру ӑна нимӗн чухлӗ те хумхантарман пек тыткаларӗ. Хамӑр ушкӑнран Флор сӑмсахне пӗр эпӗ ҫеҫ (тӑм илнӗ урасене асӑнмасан) ырӑ-сывӑ ҫитсе ӳкрӗм. Шлюпкӑра ларакан матроссене чӗнсе илчӗҫ. Вӗсем инкек тӳснӗ ҫынсене кубрикран илсе тухма пулӑшрӗҫ. — Вӑл хӑй каларӗ мана. Нумай звеносем каҫа юлсах ӗҫлеҫҫӗ, унта та кунта кукуруза улӑмӗнчен тунӑ ӳплесем курӑнаҫҫӗ. Ун патне текех тӳлевсем пирки пынӑ, грузсем турттарма тӗрлӗ сделкӑсем сӗннӗ, служащисем вӗт-шакӑр ӗҫсемпех ун патне ҫӳренӗ, ӗлӗк чух ун пек ӗҫсене вӗсем унсӑрах, хӑйсен тиветкелӗпех ирттернӗ пулнӑ. Епле тӗлӗнмелле, Пелагея Ниловна, — рабочи халӑх ҫав тери кӳренмелле пурнӑҫпа пурӑнать, анчах та унӑн чӗри лешсеннинчен авантарах, кӑмӑлӗ ырӑ! Нимӗҫсем малтанхи эрнерех ялти чӑх-чӗп, кӑвакал таврашне тытса пӗтерчӗҫ, ара нимӗҫсемшӗн кайӑк ашӗ — чи тутлӑ апат вӗт! — Анчах халӗ эсир пурсӑрта вилӗм тӗввипе ҫыхӑннӑ. Кирек мӗн пултӑр! Фронтовиксем, ман хыҫҫӑн!.. Тупӑ, чиркӳ тӑрринчен вӗҫерӗнсе ӳкнӗ чан пек кӗрлесе, урайне йывӑррӑн тӳнсе кайрӗ. Княжна ҫав салтак шинельне тӑхӑннӑ ҫамрӑк ҫынна дуэльшӗн айӑпласа салтаксен ретне куҫарнӑ пулӗ, тесе шутлать. Эпӗ — Чумандрин, директор. — Кӑвак тум тӑхӑннӑ арҫын алӑк еннелле утрӗ. Вӑл уйран урамалла кӗнӗ чух унӑн ҫулӗ урлӑ извозчик каҫса кайрӗ. Ухмахланма е шӳт тума тытӑнсан… ну, вара светуйсене пӳртрен кӑлар хӑть. Пирӗн ытти масарсем пекех, вӑл хурлӑхлӑн курӑнать: ун таврашӗнчи канавсем тахҫанах ҫеремпе витӗннӗ, сӑнсӑрланнӑ йывӑҫ хӗрессем тахҫан ӗлӗк сӑрланӑ ҫивиттисем айӗнче пуҫне пӗксе ҫӗрсе лараҫҫӗ, чул плитасем, такам аялтан тӗртнӗ пек, пурте вырӑнтан хускалнӑ; икӗ-виҫӗ ҫаралса юлнӑ йывӑҫ кӑшт кӑна сулхӑн параҫҫӗ, виле тӑприсем хушшинче сурӑхсем чарусӑррӑн ҫӳреҫҫӗ… — Ҫапла, ҫапла, ачам, тӗрӗс! Ну, сывӑ пул, чипер кай! — Кӑна эсӗ, председатель, ытлашши калатӑн… Вӑл сада тухса чупрӗ те инструмента урисем ҫине мӗнле вырнаҫтарса лартнине, хуларан килнӗ настройщик ун хӗлӗхӗсене ҫӑраҫҫипе пӑркаланине, клавишӗсене пусса тӗрӗсленине тата хӗлӗхӗсене ӗнернине пачах илтмерӗ. Эпӗ доктортан кӗвӗҫме пуҫларӑм, вӑл сулхӑн вӑрман тӑрӑх пырать, хырсен смалаллӑ шӑршине сывласа илет, эпӗ кунта ҫак ылханлӑ кӗл ҫинче пӑчӑхатӑп, тарланипе кӗпе-йӗм витӗрех лачкам йӗпенсе ҫитрӗ, кунта пур япала та ҫын юнӗпе варланнӑ, йӗри таврах вилесем йӑваланса выртаҫҫӗ. Мана хамӑр крепость йӗрӗнтерсе ҫитерни, унччен сехӗрленнӗ туйӑм пекех ӳссе кайрӗ. Эпӗ Хохол хыҫӗнче тӑрса халӑх ҫине пӑхрӑм та, паҫӑр алла пуртӑ тытнӑ мужик хӑравҫӑллӑн каласа панине илтрӗм: — Ман ҫине пӗррех пуленккепе сулса ячӗ… Пӗр каласан, вӗсем ӗҫме ҫеҫ мар, пӗр-пӗринпе урса кайсах тавлашатчӗҫ. Тепӗр пилӗк минутран Иван Никифоровичӑн нанкран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗ карӑнса та тӑчӗ, вӑл хӑй ҫур картишне йышӑнчӗ. — Чӗрӗ, тетӗн? — Акӑ мӗншӗн… Вилӗмрен ҫамкапа пырса перӗнтӗмӗр, — терӗ вӑл, — унран хӑпаймастӑн та, ӑна ӑнланаймастӑн та, ҫӗнтерейместӗн те. Кухньӑран васкамасӑр тухнӑ Ярмола манран лашана илчӗ те:— Лере унта, паныч, сирӗн пӳлӗмӗрте, Маринов экономинчи прикашчӑк ларать, — каласа хучӗ кӑнттаммӑн. Обозран иртсе, вӑл плантатор патне, унпа пӗрле пыракан ҫынсем патнелле пычӗ. — Эпир каялла йышӑнма ыйтасси пулмасть те пулӗ! Халь тепӗр хут колхозсӑр пурӑнма ӗмӗтленетпӗр… Ӑҫта куҫнӑ вӑл? — Асту, ухмаххупа каласа ан пар! Хӗтӗртрӗ-хӗтӗртрех вӗт ҫав путсӗрскер! Марсиансен хытанка кӳлеписем пусмапа аялалла чупа-чупа анаҫҫӗ. Унӑн историйӗ пысӑках мар. Ничего, Андрей, кунтан пеме пит лайӑх пулать. — Эпир килӗштертӗмӗр… — хуллен хушса хучӗ Базаров. Мӗнле чармалла унӑн тискер ташшине? — Шурочка, ну мӗнле намӑса пӗлместӗн эсӗ, — шухӑшлӑн каласа хучӗ Николаев хӑй вырӑнӗнчен. — Мӗн? — терӗ Елена тӗлӗнсе. Сан валли мар ҫуратнӑ эп ӑна. Вӑл йӗнер ҫине кайӑк пек ҫӑмӑл ҫӗкленсе ларчӗ. Болид Хӗвелрен те ҫутӑ ҫуталса кайнӑ та аслати пек кӗмсӗртетсе ҫурӑлнӑ. — Станицӑра вунӑ ҫул каялла пулнӑ пулсан, манӑн ӑҫтан илтес-ха ӑна. — Пачах та ҫук ара… — Мӗнле ют лашасем тата? Вандейӑри хаяр ҫапӑҫу малаллах пырать, анчах Вандейӑн ҫӗнтерес шанчӑк пӗтме пуҫларӗ ӗнтӗ. Вырӑнӗ кунта пирӗн теттӗм, ушкӑнпа хаваслӑрах, хӑрамалли те сахалтарах пулӗ…» Ну, канӑр. Инструктор хӑй газ пачӗ, мотор кӗрлесе, ӳлесе ячӗ, вара самолёт, сиккелесе, малалла чупса кайрӗ. Вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ, пӑтранчӑк вӑхӑт пулчӗ; ҫав вӑхӑтра ман чӗремре пӗр харӑсах тӗрлӗ туйӑм, тӗрлӗ шухӑш, шанчӑксӑрлӑх та, шанчӑк та, савӑнӑҫ та, хурлӑх та — йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗҫ; эпӗ хам ӑшӑмра мӗн пулса иртни ҫинчен шухӑшлама та шикленеттӗм — кун ирттерсе пултӑр тесе ҫеҫ пурӑнаттӑм; анчах каҫсерен ҫывӑраттӑм… ача ӑсӗ-кӑмӑлӗ пулӑшатчӗ мана. — «Катюша» ку! — пӗтӗм сассипе кӑшкӑрса ӑнлантарса пачӗ Юргин. Сирӗн ӗҫсене эпӗ кӑштах ӑнланатӑп. Кӗтсе тӑраканнисем пушшех хыпӑнма пуҫларӗҫ. Манӑн юратӑва курас-туяс килет. Унта йӗр хӑвармасӑр пытанма пулать, — терӗ Остен. Унӑн вара сасартӑк халех, ҫак самантрах, чӑтӑмсӑррӑн, хӗрӳллӗн, персе яраслах, тумланас та пӳлӗмрен тухса каяс килчӗ. Рудольф Митман каласа панӑ тӑрӑх колонна пытанса тӑнӑ айлӑмран леререхре, пирвайхи пӗчӗк сӑртсем ҫинчех вырӑссен малти посчӗсем тӑма кирлӗ. Полкри ҫынсем пурте айлӑмалла пуҫтарӑннӑ хушӑра Яхно комиссар хӑйӗн дозорӗпе ҫав сӑртсем патне ҫитсе пӑхрӗ. — Кам кунта? — ыйтрӗ кӗҫех чан ҫапакан. — Вӑхӑт. Ятлаҫни вӑл хапха ҫине ҫыпҫӑнмасть! Лаши пуҫне салхуллӑн сулкаласа, хӗвелпе ӑшӑнса кайнӑ тарӑн хӑйӑра йывӑррӑн ашса, хуллен чӑштӑртаттарса пычӗ. Ӑна «Св. Мария» экспедицийӗ интереслентернӗ иккен! Сирӗнте хаваслӑх вут-ҫулӑмла ташлать. Халӗ вӑл михӗре ҫак портсигара шыраса тупрӗ те «комиссионкӑна» кайрӗ. Пиртен тепӗр енче пурӑнакан доктор Ливси патне лашапа кайса килме килӗшекен хӑюллӑ ҫынсем те тупӑнчӗҫ, анчах трактира сыхлама пыраканни пӗри те пулмарӗ. О, мӗн тери лайӑхчӗ ҫапла пулас пулсан!» Мӗн тери йӗкӗте пӗтерчӗ, курмалӑх та хӑварман! — Эсир Пизерен каяс умӗн-и? Мачча ҫине вырнаҫмалла-им? Ну, ҫапла вара хулара пурӑнма тытӑнтӑмӑр. Темиҫе минут вӗсем ним чӗнмесӗр сигара туртрӗҫ, унтан каяс ҫул ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Заседатель мӗн ыйтнине тинкеререх пӑхса тухсассӑн, Андрей Гаврилович ӗҫ ҫинчен тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма кирлине ӑнланать. — Тепӗр хут чупту мана, Том! Вара… шкула кай… Манӑн ҫума урӑх ан ҫыпҫӑн, — терӗ карчӑк. Ҫавна каланӑ чухне унӑн сасси ирӗксӗрех чӗтренсерех кайрӗ. Зеб пӑшалне ярса илсе тӗлленӗ. Атте, кирек мӗне те хӑйне евӗрлӗ, шӳтлӗ тата ҫакӑнпа пӗрлех ансат та илемлӗ тума пӗлекенскер, Епифановсемпе пӗрле е сунара, е пулӑ тытма кайнӑ, е фейерверксем тунӑ. Пӗр минут хушши пек горницӑра сас-чӗв пулмарӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ҫулҫӳревҫӗсем ҫав ылханлӑ шӑнасенчен хӑтӑласса шанса тӑмалли те ҫук, вӗсем кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчи ҫил вӗрсен кӑна ҫухалса пӗтеҫҫӗ. Акӑ уйӑх та курӑнса кайрӗ, ҫак сӑваплӑ сехете вӑл тата ҫӗнӗ илем кӗртсе ячӗ. Пӗрре эпӗ унтан турӑ ҫинчен ыйтрӑм, — астумастӑп мӗскер ыйтнине; вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те пит лӑпкӑн каларӗ: — Пӗлместӗп. Айккинчен пӑхса тӑракана спектакль курнӑ пекех пулчӗ пулмалла… Паллах, эс хакла сутӑн вӗсене! — Нимех те мар, анне, нимех те мар! Анчах тӑхтӑр-ха эсир! Михӗре — металл икӗ курупка тата авса тунӑ хупӑ савӑт — пӗчӗк фляга: унта шӗвек. Ҫӗр урайне шлем вӗҫерӗнсе ӳкрӗ те ун ӑшӗнчи пӗчӗк хутаҫсем тӑкӑнчӗҫ, — вӗсенчеи панулмисем, апельсинсем, печенисем ӳксе кусса кайрӗҫ. — Пыратӑн-и унпа ман пата? — ыйтнӑ хӗрлӗ ҫӳҫ. — Чӗрӗ пултӑрччӗ кӑна! Том ҫывӑхарах килессе кӗтсе тӑратӑп. Вӑл ӗнтӗ шӳтлеме те пӑрахрӗ, такӑр ҫӗртех ҫине-ҫине такӑнкала пуҫларӗ, час-часах пуҫне тыта-тыта тӑрать, тата сӑнран шуралса, уҫӑмсӑр сассипе йӑлӑнать: — Ҫитет! Мӗн калӑр эсир! Унта ҫитнӗ-ҫитменех герцог умне пырса тухрӑм. Гекльберри хирӗҫ шӑппӑн ҫапла, каларӗ:— Кам пӗлет вӗсене, пӗлместӗп! Юлташӗсем ҫине пӑхмасӑрах Кузьма Яруев хӑй вырӑнне кӗрсе ларчӗ, Петро Семиглаз вара, ӑна кӑштах сӑнаса ларнӑ хыҫҫӑн, сӑмах хушрӗ: — Каллех салтак сехрине хӑптартӑн! Паллах ӗнтӗ, хваттер пушахчӗ. Вӑлька ҫывӑрмасть-ши, тесе шухӑшлани те ҫав самантрах йӑмрӗ. — Эп унта никама та ямастӑп. Хаклӑ ДжимҪыру йӗркисем сасартӑк ҫухалчӗҫ те тӗтрепе витӗнчӗҫ. Ҫапла ҫав, пирӗн тавлашу пирӗн Катя пирки кӑна пымастчӗ. Апат хыҫҫӑн вӑл Инсарова Стаховсем патне кайса килме сӗнчӗ, анчах лешӗ кӗҫӗр ҫӗрӗпех хӑйӗн болгарӗсем патне ҫырусем ҫырма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавна пула Стаховсем патне каяссине ырана хӑварма ыйтрӗ. Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Иван Иванычпа Егорушка часах урама тухрӗҫ. Чунсӑр пӑшала тасатмалли япалапа манӑн та усӑ курмалла-и? Мӗн калӑр эсир ҫав лӑпкӑ сухаҫсем ҫинчен? Вара Валека каларӗ: — Пар ӑна пӗр тенкӗ, ҫапах вӑл каяс ҫук, мухтанать ҫеҫ… — терӗ. Эпир иксӗмӗр те калаҫма чарӑнтӑмӑр. Вӗсем пыракан ҫулпа тахҫан ӗлӗк арбасем иртсе ҫӳренӗ пулнӑ, ӑна тахҫанах курӑк пусса илнӗ ӗнтӗ. — Ҫапах та ку «Шотланди»? Ӑҫта ӗнтӗ ун? Хӑрани те пур. Анчах вӗсем вӑрмантан та тухма ӗлкӗреймерӗҫ, тӑшман ҫарӗ вӑрмана йӗри-тавра ҫавӑрса та илчӗ, йывӑҫсем хушшинче пур ҫӗрте те аллисене хӗҫпе сӑнӑ тытнӑ юланутҫӑсем курӑнса кайрӗҫ. Ҫулӑм ӑшӗнче туратсем ҫӗлен пек авкаланса шӑтӑртатаҫҫӗ, йӗри-тавра кӑварлӑ вутпуҫҫи сирпӗнет, вӗсем салхуллӑн ҫутӑлса ыткӑнакан шыва чашлатса ӳкеҫҫӗ, ҫавӑнтах юхса каяҫҫӗ. Кас-кас явӑнса пыракан хумсем ҫитсе ҫапӑнсан, вут ҫулӑмӗ пӗрре юпа пек ҫӳлелле ҫӗкленет, тепре йывӑҫӑн аялти тураттисем патӗнче сарӑлса каять. Гленарван, Роберт, майор, матроссем сӗхӗрленсе ӳкнӗ. Сехӗрленчӗклӗн сӑнаса тӑчӗ ӑна подпоручик. Пӗр тенкӗ те утмӑл тӑватӑ пус! — шутларӗ чиновник, дворниксемпе карчӑксене запискисене каялла парса. — Андрей будкӑран пуҫне кӑларса пӑхнӑ. Мери Джейн лешсем килӗшмесӗр те вӗсенчен хӑпмастӑп терӗ, ун хыҫҫӑн тин, ывӑнмасан, киле таврӑнатӑп терӗ; енчен ывӑнать пулсан, ирхине тин киле килет. — Каласа пар хӑвӑн пурӑнӑҫу ҫинчен, Артём! — илтӗнчӗ Сиротенко сасси. Вӗсене вӗлтӗр пусма чатӑр карнӑ. Шухӑшласси те ҫук. Эпӗ вара ҫапла шухӑшларӑм: паян та пирӗн ирхи апат, ӗнерхи каҫхи апат пекех пулмасть пулӗ, терӗм. — Эпӗ батальонӗпех чӗнтӗм, — терӗ Говэн. Пысӑк ӗҫ вӗт-ха ку! Соломон пичӗ ҫинче ӑна ытла маттур пулнӑшӑн хӗненӗрен юлнӑ йӗрсем ҫав тери нумай, паллах, вӑл вӗсен шутне те пӗлмест тата шутласса та турпалли вырӑнне кӑна шутлать пулӗ. Какаду текен кайӑксем анчах йывӑҫ тӑрринче лараҫҫӗ, анчах вӗсем питӗ ҫӳлте, вӗсене курса илме те йывӑр, вӗсен шӑпӑлтатнӑ сассисем те аран-аран илтӗнеҫҫӗ. — Юргин окопран ҫӗкленсе пӑхрӗ. Ҫӑрттан мучи, мӑнаҫланса, сухалне якатса илчӗ, вара, кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, ҫапла ӑнлантарса пачӗ: — Пысӑк командировка пулать, мишавая илсе килмелле. — Ыйтрӗ. — Чӑтса тӑрӑпӑр!» Ҫак алмаз витӗр пурҫӑн ҫип тирмелле иккен. Вӑл ӑҫтан килнине, мӗншӗн Техаса килсе вырнаҫнине тата авантюристсем пек мӗншӗн вӑл ҫав тӗлӗнмелле ӗҫпе — лаша тытассипе аппаланса пурӑннине никам та пӗлмен. Палатӑна каялла таврӑннӑ чух Алексей, паҫӑр телефон патне чупса кайнине аса илчӗ те, каллех чупма пикенчӗ — анчах ӗҫ тухмарӗ. — Ҫӗрле ӑна конвойпах К. хулине ӑсатрӑмӑр. — Пӗр асӑрхаттару пур, сэр, — терӗ Айртон, пурте хӑйсен пӳлӗмӗсене саланма тӑрсан. «Виллине те пулин илсе ҫитеретӗпех! ляхсене аманнӑ козак ӳтӗнчен мӑшкӑлама, сан ӳтне вакласа татӑкӗсене шыва пӑрахма памастӑп. Сасартӑк тӑна кӗнӗ пек пулса, Давыдов сулахай аллипе хӗрӗн ҫаврашка янахне тӗкӗнчӗ, ун пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ те йӑл кулчӗ: — Спаҫҫибӑ сана, тусӑм! Мартинин пуҫӗ питех те лайӑх, Фабрицципе Леги пултарулӑхӗсем тӗлӗшпе те эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. — Ҫук, эпӗ пурне те пӗлейместӗп. Ну, спаҫҫибӑ, эпӗ киле кайрӑм… — Ҫынсем, — ответлерӗ Воропаев. — Кирилл, ан пер! — терӗ пӑшаллӑ ача. Артур сассинче ытларах та ытларах ҫилленни илтӗнчӗ. Ваҫили Андрейч пурӑннӑ Хӗрес ялта ултӑ пӳрт пулнӑ. Кирек мӗн ту эс мана, — манӑн пуҫӑм ӗнтӗ ответсӑр! — Ҫапла ҫав, эпӗ сире пӑрахса кайнӑ чух ун пек пуласса кӗтменччӗ. — Юлташсем! Ниепле те путмастӑп. — Ҫук. — Мӗн тӑвӑр-ха малашне? — Ҫ… ҫук, — терӗ тытӑнкӑллӑн Николай Петрович, хӑйӗн ҫамкине шӑлса. Кун хыҫҫӑн Леноре фрау Клюбер господинӑн (ку ята каласан вӑл кӑштах ассӑн сывласа илчӗ, тутисене ҫыртрӗ те каланӑ ҫӗртех пӳлӗнчӗ), Джемма упӑшки пулма хатӗрленнӗ Клюбер г-нӑн тупӑшӗ халех ӗнтӗ сакӑр пин гульдена ҫитни, вӑл тупӑш ҫулсеренех ӳссе пырасси ҫинчен асӑрхаттарчӗ, — унӑн, Санин г-нӑн, тупӑшӗ мӗнле-ши? тесе ыйтрӗ. Нихӑҫан та мана ҫакӑн чухнехи пек хӑвӑрт чупма тӳрӗ килменччӗ-ха. Халӗ ӑша хытӑ кӗчӗ, сывлӑш та пӗтсе ларчӗ. Индж форчӗнчи таверна хулари чи пысӑк ҫурт пулнӑ пулин те, ҫапах вӑл ӑраснах ним те чаплӑ пулман. Яков ҫак ҫыннӑн кӑмӑлне те ӑмсанать, анчах та вӑл ӑна темле тӗлӗнмелле шанманнине туять: ку ҫын нумайлӑха мар, ыранччен пурӑнмалӑх кӑна килнӗн туйӑнать, ыран вара хӑй актер е парикмахер пулни ҫинчен пӗлтерет е хӑй кунта епле килсе кӗнӗ, ҫавӑн пекех сасартӑк куҫран ҫухалать. Вулав ҫуртне ишӗлчӗк ҫуртран халех кулаксен пулнӑ пӗр лайӑх ҫурта куҫар, чи лайӑххине куҫар, йӑнӑш пулмасть. Мӗн калама пултарнӑ Фома кун пек ыйту ҫине? Эпӗ ӑна хам килни ҫинчен пӗлтерме хушрӑм. Ҫывӑран пекки туса выртакан Вланг сасартӑках пуҫне ҫӗклерӗ те Володя шинелӗн аркинчен ярса тытрӗ. — Ҫапла каласа вӑл кӑсъинчен ҫыхса тунӑ вӑрӑм хутаҫпа туп-тулли кӗмӗл укҫа туртса кӑларчӗ. Майӗпен вӑл лайӑх ӗҫлекентен лайӑх машина пек пула пуҫланӑ. — Ҫук, ҫук, тавтапуҫ. Давыдов вара вӗҫерӗнес тесе турткаланма чарӑнчӗ. Джон паруса карӑнтармалли кантрасене ярса тытрӗ. Мюльреди сулӑна «Макаринчен» кӑкарнӑ каната касса татрӗ. Юрӗ ӗнтӗ, малалла кала, эпӗ тек шарламастӑп. Ан хуйхӑр, тусӑм. — Питӗ лайӑх тума шутлатӑн, тусӑм, — терӗ кукамай паҫӑр калаҫнӑ чухнехи пек кӑмӑлсӑррӑн мар, пачах урӑхла сасӑпа: — Сен-Жером мӗн тесен те des enfants de bonne maison епле ӑса вӗрентмеллине ӑнланакан gouverneur, ачасене уҫӑлса ҫӳремешкӗн ертсе тухма кӑна пӗлекен ахаль menin, мучи мар. Турӑпа ырӑ ҫынсем пулӑшрӗҫ. Лекрӗр-и! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Володя патне чупса пычӗ, ӑна пуҫӗнчен тытрӗ, унӑн пуҫ тӳпине тимлӗн пӑхма тытӑнчӗ, унтан ним кулмасӑр-тумасӑр ун патӗнчен пӑрӑнчӗ, сӗтел патне пычӗ те клеенка айне вӗрме тата хӗрес хывма тытӑнчӗ. Хуралҫӑсем окопсем патнелле чупса килме тытӑнчӗҫ, чупнӑ маях:— Тӗрӗксем!.. Ухмах! Амӑшӗ халех шыв илсе килмелле. Хам укҫапа илтӗм. Турт, тархасшӑн, турт. Ҫӗнӗ хыпарсем Ҫӗршыва ҫурҫӗрти колонистсем ярса илнӗ хыҫҫӑн Техасра мексиканец пуянӗсем сахал юлнӑ. Эпир хамӑрӑн гражданла тивӗҫе тытса ирттертӗмӗр, ирӗклӗхе хамӑр юнпа ҫапӑҫса илесшӗнччӗ, — ӗҫ тухмарӗ… Каҫ пулса ҫитрӗ ӗнтӗ, ҫутӑ та ачаш каҫ. — Кил кунта, Ефим! Вӑл сакӑрвун икӗ чун хресчен тытса пурӑннӑ, вилес умӗн хресченӗсене ирӗке кӑларнӑ, иллюминат, Геттинген хулинчи ватӑ студент, «Ҫынна хирӗҫле ӗҫсем е тӗнчере чуна урӑхлатасси» ятлӑ алҫырӑвла сочиненин авторӗ. Ҫак сочиненинче шеллингианизм, сведенборгианизм тата республиканизм тӗпренех арпашӑнса кайнӑ. Берсенева амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑнах, ача чухнех, ашшӗ Мускава илсе килнӗ те ӑна хӑй пӑхса-вӗрентсе ҫитӗнтернӗ. Эсӗ чӗрех, эсӗ вилме пултараймастӑн… Иван Иванович яланах вӗсене е пӗрер кӗлентӗр, е дыня чӗлли, е груша тыттарать. Эпӗ нимӗнле хӑрушлӑха та лекмен. Арҫыннӑн сӑн-сӑпачӗ шухӑша кайнӑ евӗрлӗ хитре, куҫӗсем салху. — Кикс! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те Олизар бильярд тавра каякан хуҫкаласа, ташласа ҫаврӑнчӗ. Ӑна илтсе, пурте шӑп пулчӗҫ. Ворот аврине ярса тытса, вӑл ун ҫине мӗнпур кӑкӑрӗпе тӑрӑннӑ, ыратнине туймасӑр, урайне хӑватлӑн тапса пусса, мӗкӗре-мӗкӗре ҫаврӑна пуҫланӑ. Анчах Геркулес хутшӑнни кирлӗ те пулмарӗ. Пӗтӗмпе илсе каласассӑн — пурӑнӑҫра хурланмалли питех те нумай, акӑ хӳме хыҫӗнче тӑракан ҫынсенех илер, вӗсем эпӗ масар ҫинче пӗччен хӑранине пит лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗт-ха, ҫапах та мана тата хытӑрах хӑратасшӑн. — Ӑнланатӑп, доктор, — ответлерӗ ун чух Воропаев, — эп ӳпкелешместӗп, эсир мана операци тӑвассинчен кӑна хӑратать, халь эсир вӑйсӑр, операци тума хал ҫитмӗ. Эпӗ хам чӗлхесӗррине ун чухнехи пек нихӑҫан та туйса илмен. Ку мул питӗ ҫӑмӑллӑн тупӑнчӗ, ӑна алӑранах тыттарчӗҫ темелле, эпир малтан ӑна вӑрлама лекет тенӗччӗ. Ку сӑмах грексен «пытарус» сӑмахӗнчен («тулти», уҫӑ ҫӗрти» тенине пӗлтерет) тата авалхи еврейсен «эзис» сӑмахӗнчен («лартас», «чавса кӗртсе хурас» тенине пӗлтерет) тӑрать. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑрах куратӑр, «пытару ӗҫки» тени вӑл ҫынна пытарас ӗҫе пӗтӗм халӑха хутшӑнтарас тенине пӗлтерет. Колхоз хуҫалӑхӗ калама ҫук пысӑк ҫӑмӑллӑх кӳрекен пурнӑҫа чӑннипех лайӑхлатма май паракан хуҫалӑх пулин те, вӑтам хресченсенчен чылайӑшӗ тем пекех колхоза кӗресшӗн мар пулнине вӑл ниепле те ӑнланма пултараймасть. Ҫак самантра манӑн пуҫа чылай паха шухӑш пырса кӗчӗ. — Ҫавӑнпа ухмах та вӑл, — терӗ старик. — Тург. Пӗлет вӑл: малтанхи отряд пуҫӗнче полк комиссарӗ Яхно пырать, колонна пуҫӗнче — Озеров капитан, ҫав ҫынсене, вӗсен паттӑрлӑхне, хастарлӑхне вӗҫӗмсӗр шанса, ӗненсе тӑни унӑн чӗрине лӑплантарсах пырать. Матроссем ӑна тӗреклӗ ҫыхса хучӗҫ те, Халл капитанпа Дик Сэнд палуба ҫине йытӑпа пӗр вӑхӑтра сикрӗҫ. — Виҫҫӗмӗш сословин кӗсен-ҫӑпанӗ, — лешӗн сӑмахне вӗҫлерӗ Буабертло. Пирӗн Хӗвел — ҫӑлтӑр, вӑл Ҫӗрпе ҫывӑхра тӑнине пула ҫеҫ пысӑк курӑнать. Пӗр пысӑк пӳлӗмне кӗмелле мар питӗрсе ҫапсах хунӑччӗ. Ҫапах унта та темӗн чӗриклететчӗ, темӗн шӑтӑртататчӗ — сасартӑк пӗр вӗҫҫӗн чӗтретсе шаккани илтӗнетчӗ, — сехет мӑлатукӗ янӑракан япала хӗррипе ҫапнӑ пек. Леш килекен ҫынни хамӑр ялти катка тӑвакан Вавил пулнӑ иккен. Вӑл хӑй валли ҫӗнӗ чӗрес илнӗ те, пушӑ чӗресе хӑй пуҫӗ ҫине тӑхӑнса янӑ пулнӑ. Аван мар… Ромашов кравать ҫине кайса ӳкнӗ. Эпӗ, ку тӳрлетӳ те ҫакӑн пекех тӗрӗс мар, тесе шутлатӑп. — Тӗрӗс, чепчен ҫавӑн пек кӑна… Лида, тӗттӗмре нимӗн курмасӑр, алӑк патне чупса пырать те, ӑна тӗксе ярсах, тулалла тухса каять. Дэвид Ливингстон хӑйӗн койки ҫумӗнче чӗркуҫленсе тӑнӑ, пуҫне аллисем ҫинелле пӗксе, кӗлтунӑ пек курӑннӑ. Сана парас-и? — терӗ вӑл. Вӑл хӗпӗртесех кайнӑ: лӑп ҫав тапхӑрта картишӗнчен хыттӑн калаҫакан сасӑсем илтӗнсе кайнӑ. Кайран аллисем ҫине таянса ҫӗкленчӗ те, икӗ урине те усса, рама ӑшӗнчен урайне сикрӗ… — Сыхланмасӑр калаҫатӑн эсӗ турӑ ҫинчен, Уҫӑп, — терӗ Петӗр. Тен, кӗркуннесӗр е хӗллесӗр пуҫланмӗ те. Анчах Апеннинри доброволецсене хӗҫпӑшаллантарас пулать, вӗсем пӗрре чӗнсенех восстанисем пуҫланнӑ вырӑнсене кайма пултарччӑр. Часах каҫ пулса тӑчӗ. — Эпӗ — ӗмӗтленместӗп, эпӗ, вырӑс условийӗсем пире мӗнле май параҫҫӗ, ҫавна пӑхса, тӗп-тӗрӗссӗн шайлаштарса илетӗп, — витӗмлӗн ответленӗ Смолин. — Ваше превосходительство, пӑк, пӑк, нумайранпа усратӑр-и ӑна? — ыйтрӗ Чертокуцкий. Парӑнас мар тесе, Горева хӑй «Европӑра» курнисене аса илме тӑрӑшрӗ. — Мӗн ҫак эсӗ, Осип Михайлович! Пӳртре тӗттӗмрех. Пӗлетӗр-и, этем хӗпӗртӳллӗ пурӑнма хӑнӑхнӑ пулсан, анчах та хӑй савӑнма пултараймасть пулсан — начар ӑна! Унта тем пулса иртет пулас. — Ылтӑн промышленноҫӗ, паллах, хӳхӗм ӗҫ, — тенӗ Тарас лӑпкӑн та чиперрӗн, — анчах ҫапах та унӑн теветкелӗ нумай тата капитал та пысӑк кирлӗ… Тепӗр кунхине карчӑкпа иксӗмӗр чирлисене йышӑнмалли пӳлӗмре ларнине, алӑк уҫӑлсан, эпӗ темле хура пуҫлӑ шурӑ япала, диван ҫинчен аялалла усӑнса тӑракан ҫара алӑ курнисене те манман-ха. Кунта эпир урӑх лашасем кӳлтертӗмӗр. Вӑл ман ҫине пӑхрӗ те аллисене хӗреслесе аран илтӗнмелле сасӑпа мӑкӑртатса ҫапла каларӗ: — Пӗтӗмпех пӗтрӗ! Эх, яра пар, тӑванӑм! Сана ферма пуҫлӑхӗ туса хурӑпӑр, курса вӗренме кайӑн, ферма ӗҫне наука кӑтартнӑ тӑрӑх епле тытса пымаллине вӗренӗн, вара квалификациллӗ хӗрарӑм, пулса тӑрӑн. Тур ҫырлахтӑрах, ҫил мӗн тери вӑйлӑ кӗрлет! Иккӗн пире савӑнӑҫлӑрах пулӗ, киле ҫӗрле таврӑнма тивет. Пуринчен ытла арҫынсем хушшинче, уйрӑммӑнах ҫар ҫыннисем хушшинче аталанакан кӑмӑл пулнӑ вӑл, ку кӑмӑл ӗнтӗ унӑн пурнӑҫӗпе пӗтӗҫсе кайнӑ, ҫавӑнпа та вӑл урӑхла кӑмӑл пулма пултарасса ӑнланман, е ҫиеле тухатӑп е пачах пӗтсе ларатӑп, — тенине ҫеҫ ӑнланма пултарнӑ, ун ӑшӗнчи сисӗм-туйӑмсене вӑратаканни те ҫавах, ҫав кӑмӑлах пулнӑ: хӑй ӑшӗнче вӑл хӑйне урӑххисемпе танлаштарса пӑхма, хӑйне чи мала кӑларса тӑратма юратнӑ. — Мӗн кирлӗ сана? Вӑл сире хӑйӗн атӑ тӗпӗнчен те уйӑрса илме пултарас ҫук вӗт. Пиҫен пек. Хреснатте калать: пӑр пек сивӗччӗ вӑл, тет… Вӑрман завочӗсенче пӑчкӑ чӑрлатса тӑрать. Унтан ман ҫине пӑхмасӑрах ыйтрӗ: — Кӑкӑр ыратмасть-и? — Пирӗн пата ҫеҫ лек, пуп, эпир сана хуллен ҫунакан вут ҫинче ӑшалӑпӑр! — мӗкӗрчӗ Иманус. Епле иментӗм эпӗ, епле вӑтантӑм! Эпӗ ӑнсӑртран сыпӑнтартӑм… — Яланхи пекех хамӑн вӗренекенсене тусем ҫине илсе кайӑп, вӗсене унта вырнаҫтарӑп. Алтайри колхозница ярса панӑ свитер тата алӑпа ҫыхнӑ перчетке Олейник сержанта лекрӗ. Ӑна становойсемпе исправниксем темиҫе хутчен те асӑрхаттарнӑ ӗнтӗ. — Марьянушка! — илтӗнчӗ карчӑк сасси. — Кампа эсӗ? — Эх, Николай Артемьевич, ҫылӑх пире! Ун айӗнче вара ҫавӑн пекех бутылка пулнӑ. Запаслӑх пӗр листа та ҫук пулӗ-ха, ачасене кантӑк ваттармалла мар — ку ниме юрӑхсӑр япала, факт! Ку Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ, Горн сӑмсахӗнчен Колумби ҫыранне ҫити тӑсӑлакан, Лӑпкӑ океана Атлантикӑран уйӑрса тӑракан ҫӗр. — Батюшка, Петр Андреич! — терӗ ырӑ тарҫӑм мана, чӗтрекен сассипе. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха сире митинг? — Пӗлместӗн-и вара? Никам хӑваласа ҫитмесӗр тата хӑй те никама хӑваласа ҫитмесӗрех, ҫур сехетрен вӑл та инҫетелле кайса, куҫран ҫухалнӑ. Кунта ике ҫӗнӗ костюм, кӗпесем, чӑлхасем, — мӗн кирли пурте пур. Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман. — Ҫакӑнта совхоз кантурне лартасчӗ те ӗнтӗ, центр ҫывӑхра, шоссе ҫумрах, пӑрахутсене кӑкармалли вырӑна алла тӑссанах ҫитме пулать, — сӗнчӗ ҫавӑнтах Васютин, Воропаева калаҫӑва хутшӑнма чӗнсе. Кӗнеке, тусӑм, лайӑх сад пахчи пек, унта пурте пур: кӑмӑла каяканни те, усӑ кӳрекенни те… Хайхи шыв ҫулӗ пуррине малтанах пӗлнӗ пулсан вӑл, ӑна чулпа питӗрсе хунӑ пулӗччӗ, пуллине те тытнӑ пулӗччӗ. — Игнатий Млхайлов, сирӗн превосходительство, — туйӑмсӑр, хулӑн сассипе салтакла пач юттӑн тавӑрчӗ Осадчий. Светлана Чириковӑн пурнӑҫ историйӗ ансатрах та савӑнӑҫсӑртарах пулнӑ. Ку чухне ялсенчен хулана сахал ҫын килет-и-мӗн? Вӑл хӑюллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ тата хастарлӑ пулнине эпӗ шанатӑп. Ҫавӑн пекех тата вӑл тусене тата тусем ҫинче пурӑнакан халӑхсене лайӑх пӗлет. — Куратӑн-и, пирӗн хай куршанак мӑкӑнь пек чечекленет!.. — кулкаланӑ Маякин, Игната куҫ хӗссе. Амӑшӗн чӗри ытла та хытӑ тапма тытӑнчӗ те, вӑл кая юлма пуҫларӗ. Эрнере пӗр хут е икӗ хут эпӗ яланах короле ирхине тирпейлесе тумлантарнӑ ҫӗрте пулаттӑм та, король сухалне епле хырнине кураттӑм. Ҫакна малтанхи хутсенче курсанах ман сехре хӑпса тухатчӗ, мӗншӗн тесен бритви пирӗн ҫаваран икӗ хута яхӑн вӑрӑмччӗ. — Эсӗ, Гуго, паян ҫакӑн пек ҫӳресе те пӗр ҫынна машина айне тумасан, ыран ылттӑн сехет илетӗнех, — терӗ вӑл. Эсӗ пуху ирттеретӗн, вӑл пур сан ҫинчен куҫне илмест, кӗвӗҫсе ларать. Пире, паллах, вулкан сирпӗтсе улӑхтарса пынӑ; сулӑ айӗнче вӗрекен шыв, шыв айӗнчи лава сийӗ, чул ванчӑкӗсен куписем, — ҫаксем пурте вулкан кратерне ҫитсе, ҫӳлелле тӗрлӗ еннелле саланса ыткӑнмалла. «Тавӑрӗҫ-ха сире пирӗншӗн, йытӑ ывӑлӗсем! — терӗ. Эпӗ хамӑр кил-ҫурт умӗнчи улӑха, садри ҫӳлӗ ҫӑкасене, тап-таса пӗвене, ун тӗлӗнче явӑнакан чӗкеҫсене, витӗр курӑнакан шурӑ пӗлӗтсем чарӑнса карса илнӗ кӑвак тӳпене, шӑршӑ сарса ларакан ҫӗнӗ утӑ капанӗсене аса илтӗм, манӑн пӑлханса кайнӑ кӑмӑл-туйӑмра татах та нумай ырӑ асаилӳсем мӗлтлетрӗҫ. — Кайрӗ, вӑхӑт ҫук, тет. Эпир ӑна кунта нарком вырӑннех хуратпӑр. Эпӗ сана Лушка Нагульнова мар! — Тата мӗнле сут тӑвӗ-ха Клюбер г-н, тавар илекенсемпе ҫапӑҫса ҫӳресен? — Илтрӗм, — терӗ Елена: — эсир ӑна мӗнле чӗннине те илтрӗм. Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ тинӗсре ҫӳренисем пӗтрӗҫ. Вӗсем иккӗленмелле мар ӑнӑҫлӑхпа вӗҫленчӗҫ. Ҫав кӗтӳри пӗр лаша, ҫурӑмӗ ҫине хӗрарӑм утланса ларнӑскер, кӗтӳ хыҫҫӑн пӗр пилӗкҫӗр утӑмра пынӑ. Вӑхӑт ҫитсен, пире пурне те пӑрахса хӑварать вӑл, лере, хӑй патне, тинӗс леш енне каять. Хӑвна ху лайӑхрах тыткала, ӑслӑ ача пул… Урӑх санӑн эмел таврашӗ ӗҫмелле пулмӗ. Мӗнле йӗркепе пирӗн утта тиетӗр?!» Тулашри йӗр тӑрӑх хачӑпа касса тух, шалти ҫаврашкине касса кӑлар, вара варринче шӑтӑклӑ пысӑк ҫаврашка е лаптӑк ункӑ пулса тӑрать. Ҫакӑ Сатурнӑн ункӑ тӗслӗхӗ пулать те ӗнтӗ. Ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем астрономсене мӗн тума кирлӗ? — Ним те курӑнмасть-и, Дик? — ыйтрӗ Уэлдон миссис, ҫамрӑк ача инҫете пӑхмалли трубапа куҫӗ патӗнчен илнӗ хыҫҫӑн. — Аз… Марыся ҫӗр выртма ҫав асран кайми каҫхине хӑйне ашшӗ путарса вӗлерме тӑнӑ платформа ҫине ҫӳрет. «Князь Игорь» — опера. — Ҫав тери пысӑк айӑпшӑн, — терӗ Пӑван, пуҫне майпен сулса. Унӑн тӗрлӗ сӑлтавсем татах та нумай пулни каличченех паллӑ; ӑна атте ҫавӑнпа пӳлчӗ пулмалла. Халӗ ӗнтӗ кашни ачийӗнех ҫакӑн пек пысӑк услам пулчӗ: кунсеренех пӗрер доллар, вырсарникун пӗрре те ҫуршар доллар килсе тӑчӗ. Ыйт, хӗр, эсӗ аҫунтан та, Ыйт-ха эсӗ аннӳнтен, Аҫунтан та аннӳнтен, Тӑван-хурӑнташунтан; Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн хуҫана хам тухса килнӗ тӑван ҫӗршывӑмри ман пек ҫынсем пурте, хӑйсен ӳт-тирне сивӗпе шӑрӑхран хӑтарас шутпа тата пӗр-пӗрин умӗнче чыслӑ пулас тесе, ытти выльӑхсен ҫӑмӗнчен тӗртсе тунӑ япаласемпе витсе ҫӳрени ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Испанецсемпе арабсен ҫавӑн пек пысӑк йышне эпир аркатса тӑкма пултарасса эпӗ ӗненместӗп-ха, верблюдсемпе слонсене ҫеҫ курас килет манӑн: ҫавӑнпа тепӗр кунне, шӑматкун, эпӗ кунта вӗҫтерсе те ҫитрӗм, ыттисемпе пӗрле засадӑна лартӑм; паллӑ парсанах, эпир, тӗмсем хыҫӗнчен сиксе тухса, сӑрт ҫинчен антӑмӑр. — Егор та пулӑшрӗ. Эрехӗ те, ӑнланатӑн-и, чылай леккелерӗ! Дегтяревӑн чи малтан ҫак вырӑнтан, хӑйне нимӗҫ пульлисем ӳкернӗ вырӑнтан пӑрахса каяс килчӗ. Миллиард штук тетрадьрен тунӑ юпа ҫӳлӗшӗ 1 500 километра ҫитӗччӗ. — Мӗн ятлӑ пулнӑ амӑшӗ? Анчах та Тихонӑн Серафим платниксӗр пуҫне, туссем пулман, вӑл савӑнсах чиркӗве ҫӳренӗ, тӑрӑшса кӗлтунӑ, анчах та кӗлтӑвасса вара, кӑшкӑрма хатӗрленнӗ пек, яланах ҫӑварне илемсӗр карса пӑрахса кӗлтунӑ. Ҫук? Юлашкинчен эпӗ малалла хам мӗн тума шухӑшланине калама тытӑнтӑм. Сунара тухнӑ иккен. — Ахӑртнех, унӑн укҫи ҫук! ҫапла вӗт? Сӑмах килсе тухсан, эсӗ ӑна ҫавна калама пултаратӑн. — Хӑнасем мӗскер! — хушса хучӗ вӑл иртсе пыракан салтак ҫине кӑтартса. Ял Советӗнче вӑл ҫурҫӗрчченех ларчӗ. Ку вӑрӑм ҫӑмлӑ, усӑк хӑлхаллӑ пӗр-пӗр Бобик е Жучка пулнӑ. Халь ӗнтӗ кашни минут хаклӑ. Озеров ҫакна пӗтӗм чунӗпе туйрӗ. Чӗрттерӗр-ха… Ҫак сӑмахсене илтсен, манӑн чӗре пӗтӗмпе тӑвӑлса ҫитрӗ: Швабрин крепость начальникӗ пулать; — Мана киле те илсе кайӗ-ши? — ыйтрӗ вӑл, ман ҫине сӑнаса пӑхса. — Ҫапла. — Мӗскер эсӗ, ачам, йӑлт хашкама ернӗ? — терӗ вӑл. Аслӑ чӑнлӑхсем пӗр майлӑрах вӗсем, — лӑпкӑн ответлерӗ Комков. Тепӗр темиҫе сехетрен вӑл Корытов кабинетне кӗчӗ. Ҫак номершӑн эп мӗн чухлӗ тӳлетӗп иккенне ыйтасса кӗтрӗм. — Кашниех. Звездин пӗвинчи ҫӗрӗк симӗс шыв ҫинче пӗр урай хӑми ярӑнса ҫӳретчӗ те, эпӗ барышньӑна ҫав хӑма ҫинче ярӑнса ҫӳреме чӗнтӗм. Наталья вӗсене:— Мӗн эсир? Ҫак йывӑрлӑха ҫӗклекен ричака вӑл хӑй анчах ҫавӑрнӑн, вӑйӗ унӑн ӳсӗннӗҫем ӳсӗннӗн туйӑннӑ ӑна. Пулштухри эсӗ кӑтартнӑ пек савӑнӑҫ кил хуҫин те тупӑнӗ, ку чухне эпир ытла чухӑнланса ҫитмен-ха, анчах халӗ каҫарӑр: ирхине эрех ӗҫме сывлӑх чарать мана, ӗҫ те хушмасть, манӑн колхозри ӗҫе каймалла. Вӑл темӗнле мыскарасем те курнӑ: шурлӑхра, йывӑҫ тӑрринче, ҫурт тӑрринче, кӗпер айӗнче ҫывӑрнӑ. Темиҫе хутчен те мачча тӑрринче, нӳхрепре, сарайӗнче питӗрӗнсе ларнӑ, пӑшалне, йыттине ҫухатнӑ, чи кирлӗ кӗпе-тумтирсӗр те тӑрса юлнӑ, темиҫе хутчен те ӑна хытӑ та нумайччен хӗненӗ, — анчах ҫапах та вӑл темиҫе кунранах тумланса, пӑшалӗпе йыттине тупса тӗрӗс-тӗкӗлех киле тавӑрӑннӑ. Ирсӗр те лапӑрчӑк пурӑнӑҫпа пурӑнатпӑр эпир пурсӑмӑр та, ак мӗнле! Хӗҫ-пӑшал ҫакӑнса тӑракан стена патне пырса тӑчӗ те вӑл, пӑтари тӗрлӗ калибрлӑ пистолетсенчен пӗрне, ал айне лекнине, ярса илчӗ. Капитан пире питӗ нумай та, питӗ сахал каларӗ, манӑн унран ӑнлантарса пама ыйтма право пур. Хырсем хуллен шавлаҫҫӗ, лӑпкӑ ҫил ҫул ҫинчи тусана пӗтӗрсе вӗҫтерет. — Эпӗ хам та сирӗн патӑрта нумайранпа пулман. Тӑшмана ҫапӑҫма чӗнсе, вӑл калинкке патӗнче пӑртак тӑчӗ, анчах тӑшманӗ тухасшӑн пулмарӗ, чӳречерен пӑхса пит-куҫне апла та капла ҫеҫ пӑркаласа мӑшкӑлларӗ. Вӗсем таччӑн ыталаннӑччӗ те, пӗр-пӗрне пичӗсемпе тата аллисемпе сӗртӗне-сӗртӗне, пӗр-пӗри сывланине илте-илте, кӑварҫӑсем пекех пӑшӑлтатрӗҫ. Анчах Ромашов сасартӑк туйса илчӗ — вӗсем хушшине мӗскер-тӗр вӑрттӑнла, ирсӗрле те япӑлчӑкла япала, куҫа курӑнманскер, шуса иртрӗ, ҫавӑнтан унӑн чунне сивӗлӗх килсе ҫапрӗ. Акӑ вӑл ӳссе ҫитмен хӗрача аллисем пек аллисемпе хӑйӗн кӑвакарнӑ, парик пек кӑпӑшка ҫӳҫӗсене шӑлкаласа илчӗ те, хуллен, анчах, янравлӑ ыйтрӗ: — Эс Мишӑна куртӑн-и, Жорж? Юлашки вӑхӑтра Пацюк пит курӑнсах каймасть, сайра тӗл пулкалаҫҫӗ ӑна. Ӑна йывӑҫсен ҫумӗнчи купаланса ларнӑ сухӑрсенчен те пӗлме пулать. Пушӑ пыршӑсем, пӗрле ҫыпҫӑнса шӑнса лараҫҫӗ. Вышимирский аллисене сарса ячӗ. Кострома, ун ҫине пӑхмасӑр, ҫиленсе сӗнчӗ: — Апла пулсан, масара кайса ҫӗр каҫса пӑх-ха! — терӗ. Эсир хатӗр-и, Ниловна? Ҫитет… Ҫавӑн пек Лантенакран вӑл хӑраман: ҫав пуҫкасана вӑл ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӗлерме суд тунӑ пулӗччӗ. Библиотекӑри кӗнеке шкапӗн чӳречисем ҫурӑлаҫҫӗ те янӑраса урайне ӳксе ванаҫҫӗ. — Ҫавӑ, — терӗ пичче, — Снеффельс. Ҫамрӑк батраксемпе чухӑнсем ячейкӑна пулӑшма сӑмах пачӗҫ, тухса калакансем пурте ҫилӗпе ҫулӑмланса, Гришуткӑна вӗлерекенсене хӑйсене вӗлермелле тума, вӗсене тупса ҫакӑнта, площадре, ҫак вилӗ тӑпри патӗнче, тӑшмана пурте питӗнчен курмалла ҫӗрте суд тума ыйтрӗҫ. Ҫав пӑтратать ялти хӗрарӑмсене, вӗсене пухса тултарать те карусель ҫавӑрма пуҫлать, ҫавӑнтан вара пӗр чӑрмав ҫеҫ тухса тӑрать. Кунта вӗсем пӑрса лартнӑ ункӑллӑ пысӑк чул плитана курчӗҫ; ӑна аран-аран ҫӗклерӗҫ, — тӗттӗм шӑтӑкран типӗ ҫил вӗрет. Халӑх — тимӗр мар вӑл. Ҫынсем патне ҫӑкӑр ыйтма та каймӑн, тулта пӗлӗт айӗнче те ҫывӑрмӑн. — Пур таркӑнсем те Оренбургра выҫлӑх тата мур пурри ҫинчен, унта вилӗсене те хисепе хурсах ҫини ҫинчен калаҫҫӗ, вӑл пур — пурте ҫителӗклӗ, тесе ӗнентерет. Отряд кашни ирпех хӑпаракан хӗвел еннелле хускалса кайса, кун каҫиччен ниҫталла пӑрӑнмасӑр малалла пырать, каҫхине те хӗвел шӑп кӑна вӗсен ҫурӑмӗ хыҫне анса ларас вӑхӑтра канма чарӑнать. Эпӗ ҫав юратуран ӗмӗр тӑршшӗпе пӑрӑнса ҫӳренӗ, манӑн вилнӗ атте ирӗксӗрлемен пулсан — эпӗ ӗмӗр авланас ҫукчӗ, халӗ акӑ, кур та савӑн ӗнтӗ, ун ҫинчен юмахласа лар. Юлашкинчен тата кукамай ҫинчен маннӑ эсӗ. — Нимӗн чухлӗ те! Вӗсем киркӑпа кӗреҫе илсе пынӑшӑн ытла та тарӑхмалла-ҫке. Куҫӗсем пысӑках мар ун, хӑмӑр, ҫав тери чӗрӗ, вӑтанма пӗлмен куҫсем; уссийӗсем ҫав тери ҫӑра, анчах сарлаках мар, ҫавӑра-ҫавӑра ҫыртнӑран, вӗсем тикӗсех те мар; янахӗ вара, уйрӑммӑнах янах шӑмми ҫийӗсем икӗ кун хушши ҫитӗннӗ хура та шӑрт пек ҫирӗп сухал айне пулнӑ. Лена хӑйне яланхи пекех лӑпкӑ тытрӗ пулин те, Воропаевпа карчӑк вӑл питӗ паха хыпар илсе килнине туйса илчӗҫ, тем кӗтнӗ пек, ун ҫине шӑпах пӑхса ларчӗҫ. Вӗсем хулана ҫӗнӗ стенасемпе тата ҫичӗ кӗтеслӗ башньӑсемпе илемлетеҫҫӗ, улӑпла пирамидӑн ҫирӗм пӗр картлашкине ылтӑнпа сӑрса тухаҫҫӗ, акведуксем хываҫҫӗ, архитектурӑра пӗрремӗш хут колоннӑсемпе усӑ курма пуҫлаҫҫӗ. Атландсенче ҫурт-йӗр тӑвас ӗҫпе аслӑ хавха-халхав чӗмӗ пулнӑ. Вӗсен халхавне танлаштарас йӳтӗмпе — вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑрҫӑ. Лятьевский конверчӗ ҫине: «П. васкавлӑ» тесе ҫырнӑ ҫырӑва илсе вуласа тухрӗ те кухньӑра ҫывӑрса выртакан Яков Лукича пырса вӑратрӗ: — Ме-ха, акӑ, вуласа пӑх. Казаксем тиркесех тӑмӗҫ. Салтак тӗлӗнсе каялла чакрӗ, пирӗн ҫине пӑхса илчӗ, чӗнмерӗ; унтан шӑппӑн, усаллӑн «юрӗ эппин!»— терӗ те тухса кайрӗ. Ытлашши нимех те мар! — Ҫынсене хуть мӗн чухлӗ ырӑ ту, хуть мӗн чухлӗ чӗререн кӑмӑлла, пӗрех тав тӑвасса кӗтме ҫук пулас, Николай? — терӗ тарӑхса Карл Иваныч. Пӗчӗк те пылчӑклӑ картишӗнче вараланса пӗтнӗ хӑнчӑр куҫлӑ ача чупса ҫӳрет. Вӑл Павела курчӗ те нимӗн именмесӗр куҫӗсемпе тӗллерӗ, ҫине тӑрсах пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне чаваласа, Павелтан ыйтрӗ: — Мӗн кирлӗ сана? — Миҫе ҫулта вӑл? — Ну, хӑшкӑлтартӑн эсӗ мана, Ульяна Ивановна! Фома, ун ҫине пӑхса илнӗ те ассӑн сывласа:— Пӗлместӗп! — Ирччен кӗтес пулать. Халь вара сыхӑ пулар. — Турра асту, Фомушка, — тенӗ мӑнаккӑшӗ. Вӑл хӑй вырнаҫнӑ гостиницӑра: «Морис Джеральд тӗрмере ларать» тени; е илтнӗ, ҫавна илтсен, вӑл пит тӗлӗнсе кайнӑ. Вуншар миль кайса пырсан, унта вунӑ кунта ҫитме пулать. Мистер Бетс патӗнчен пӑрахса эпӗ киле, Ноттингемпшира таврӑнтӑм. Хам атте, Джонс ятлӑ кукка тата ытти хурӑнташсем пулӑшнипе эпӗ хӗрӗх кӗренке укҫа пухкаласа капаштартӑм та малалла вӗренме Лейден хулине кайрӑм. Тӑвансем мана ҫулсерен вӑтӑршар кӗренке укҫа ярса тӑма пулчӗҫ. Климка, юлашки ҫап-ҫутӑ тасатнӑ кастрюлькине ҫӳлӗк ҫине лартса, аллине шӑлса типӗтрӗ. Пӗрре ҫеҫ чуптуса илетӗп. Манӑн унта, шӑллӑм, ҫураҫнӑ хӗр пурӑнать. Ҫураҫнӑ хӗр мӗн иккенне пӗлетне? Кӗпер айӗнче пӗр таса мар кивӗ кимӗ сулкаланса тӑрать. — Тӑлӑххӑн пурӑнма лайӑхрах. — Ырламаллах пӳрт мар! — асӑрхаттарчӗ арҫын. Ҫавнашкал ҫынсемшӗн а-асап вӑл — а-асап, тӗрӗсмарлӑх — тӗрӗсмарлӑх. Пирӗн тӗнчере ун пек ҫынсем валли вырӑн ҫук. Кунта хӑйсен ӗҫӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама пӗлекен ҫынсем кирлӗ. Шуратнӑ фасад тӗлӗнче юланутӑн кӗлетки уйрӑммӑнах палӑрса тӑнӑ. Хӑвӑн тутӑ ӑмсанулӑхна пула эсӗ ҫын выҫҫинчен мӑшкӑллама ҫеҫ ӑста иккен!.. Мастерскойӗнче шӑпахчӗ, ҫынсем хуллен хӑйсен сӗтелӗсем патнелле саланатчӗҫ; Вӗсем унран ыйтман. — Санӑн! Виҫҫӗмӗш пайӗ пуҫланчӗ. — Наркӑмӑш йышши япала. Мӗнле калаҫу? Анчах ӑнланмалла мар именӳ йывӑррӑн пусарса лартрӗ ман чӗлхене. Мӗнле вӗҫленнӗ-ши ҫак фраза?.. Нихҫан та аптӑраса ӳкмен Давыдов хӗрелсе тӗксӗмлене пуҫларӗ. Маориецсем сӑрт таврашне улталама ҫеҫ сыхлама пӑрахнӑ пулсан, вӗсем хӑварнӑ хуралсем ӑҫта та пулсан ҫывӑхрах пулма тивӗҫлӗ. — Тем тусан та. Сывлӑхсем еплерех? — ытарлӑн тавӑрчӗ вӑл начальникле тӑсӑнчӑкрах баритонпа. Ют ҫын пӳрчӗ вӗт ку! — кулма тапратрӗҫ хаваслӑ вӑйӑран таврӑнакан хӗрсем. Ну каяр ӗнтӗ, Гек, эпир ахаль те кунта ытла нумай лартӑмӑр. — Пӗлместӗп. Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм та, сюртукӗсене йӳле ярса, аллисемпе хӑлаҫланса, саксем хушшипе ман патӑмалла ҫывхаракан пиччепе Мӗтрие куртӑм. Пӳлӗм варринче ҫӗтӗк хура клеенкӑпа витнӗ сӗтел ларать, темиҫе тӗлтен клеенка витӗр сӗтелӗн пекӗпе чӗркеленӗ хӗррисем курӑнаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ вӗсене тахҫанах барщинӑна куҫарнӑ пулӑттӑм та, анчах ҫӗрӗ сахал! Людмила Кашкинӑн лайӑх звени — ун ҫине хытӑ шанаҫҫӗ, — винограда суйласа пухаҫҫӗ тата пухас ӗҫ хӗрсех кайман пулин те, иккӗмӗш кун ӗнтӗ юлса пырать. Тавлашупа хӗрсе кайнӑскерсем, пуртех те унран тимлӗхсӗррӗн пӑрӑнчӗҫ, ку вара йывӑрланнӑ пуҫӗпе кулянчӑклӑн ҫеҫ сулкаларӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра тата тепӗр савӑнӑҫлӑ ӗҫ пулса иртрӗ. — Ҫылӑхсем пирки… Унтан Алексей амӑшӗн ҫыруне уҫса вуларӗ. Вӑл патша ирӗк мӗн иккенне ӑнлантарса парас кун ҫитессе кӗтет. Хӑш чухне Илья ашшӗне кунӗ-кунӗпех асӑрхаман, унтан сасартӑк кантура пырса кӗрсе, ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хӑпарса ларнӑ та:— Каласа кӑтарт-ха мӗн те пулин, — тенӗ. Ҫак ытти чухне ялан ӑмӑр ҫӳренӗ чӗмсӗркке ҫын кӗтмен ҫӗртенех ҫапла хавхаланса кайни хупласа хучӗ тейӗн, пурте шӑп-шӑпӑрт пулса ларчӗҫ, ун ҫинелле кӑсӑкланса та шикленсе пӑхрӗҫ. Вӗҫӗмсӗрех, пӗр чарӑнмасӑр: — «Огонь! Шухӑшласа кӑларатӑр ҫав! Ҫав вӑхӑтра горизонт умӗнче вӑйлӑ ҫумӑр шарлатса чӗреслетсе ҫӑвать. Эс каланӑ пек каласан, акӑ мӗн «кирлӗ» пире. Эпӗ темиҫе хутчен сурчӑка ҫӑтрӑм, ӳсӗркелесе илтӗм, пуҫа хӑрах еннелле пӑрса хутӑм та чӗнмерӗм. Эпӗ ҫӗрле вӗҫме вӗрентӗм, кун пек чухне старт пуҫланать, вара мӗн ҫӳле хӑпарса ҫитичченех сӗм тӗттӗм пӑлтӑрта хыпашласа утнӑ пек туйӑнать. Ун ӑшӗ вӑрканӑ, вӑл хӑйӗн купӑста, кишӗр, сельдерей тата салат тиесе тултарнӑ пӗчӗкҫеҫ урапи ҫинчен шухӑшланӑ. Манӑн хамӑн калава пӗтересси ҫеҫ юлчӗ. Вӗсем те кунта алӑка шакканине асӑрхарӗҫ ӗнтӗ, мана тинех ҫакланать, — пӑшӑлтатнӑ Димчо пуп, Соколова ҫӑмӑллӑнах тӗксе кӑларса. Ҫынсен ӗҫӗ ҫине пӗр икӗ минут хушши пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, хӗвел ҫутти пӗлӗтсен йывӑр хулӑмӑшне текех хирӗҫсе тӑраймарӗ те, вӗсен ӑшне ача тинӗсӗ путнӑ пекех путрӗ, ҫумӑр витререн чашлаттарнӑ пек ҫума тытӑнчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинче темӗн чухлӗ сапаланса выртакан хӑрӑк туратсене кайса пуҫтарчӗ. Вӑл тарӑхать те аран чӑтса кӗтет; ҫапла кӗтме пӗр хресчен ҫеҫ пултарать. Ҫак вӑхӑтра Дик Сэнд штурвала ватӑ Тома пачӗ те юлашки хут майӗпен уҫӑмланса пыракан бухтӑна пӑхма карап пуҫне кайрӗ. Фронт линийӗ урлӑ каҫнипе каҫманнине колоннӑра пыракансенчен пӗри те чухласа илеймен. Пойнтерсенчен пӗри чупса пынӑ ҫӗртен ун ҫине кӗрсе кайрӗ. Калассине вӑл хитрен, юхтарса, хавхаланса калатчӗ, эпӗ вара чечексем ҫурӑличчен вӗсене тивме юраманнине, ахалӗн вӗсен шӑрши те, ҫырли те пулас ҫуккине лайӑх ӑнланса илтӗм. Ӗҫсессӗн вӑл чӗрӗлсерех карӗ, юсанкаларӗ, ҫамрӑкланса карӗ те ҫивӗчреххӗн сӑмахлама тытӑнчӗ. — Ҫук-и? Сирӗн хакалере тата кам та пулин пурӑнать пулӗ? — Ӗҫес кӑмӑлӑр ҫук-и? Ку вӑл, — чумри ҫунакан вут умӗнчи, тӗрӗссипе каласан, тӗтӗм ӑшӗнчи — тӗтӗмӗ вара пирӗн пуҫ тӑрринчи ҫаврака шӑтӑкран тухса тӑрать — манӑҫми лару пулчӗ. — Андрей! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унӑн окопне куҫпа шыраса. — Вут хутакана! Вутӑ хутакана! — тесе хаваслӑн кӑшкӑрашса ячӗҫ ыттисем. Хӗрарӑмсем пире курсанах кӗрсе пытанчӗҫ, эпир куркаланисенчен сар пике темеллисемех ҫукчӗ ҫав. Воропаев, ку темле тӗлӗнмелле туйӑнсан та, харлаттарса ҫывӑрнӑ хушӑрах пушӑ ҫуртсем ҫинчен тата вӗсене халех ҫынсем вырнаҫтарасси пирки пыракан калаҫӑва илтрӗ. Дама тӗлӗнсе каларӗ: — Кам апла вӗрентрӗ сана — кукаму-и? — Ҫук, шапасем касма каятпӑр. Кара-Тете масарӗнчи апат-ҫимӗҫсемпе хӗҫпӑшалсене пӗрле илсе вунӑ европеец Маунганаму сӑрчӗ ҫинчен пӗр сасӑ кӑлармасӑр питӗ асӑрханса анма пуҫларӗҫ. Атту ҫапларах та тунӑ: рота хӑй тӗллӗн перет, ҫав вӑхӑтрах кӗҫӗн офицерсем блиндажсенчен револьверсемпе шатӑртаттараҫҫӗ. Вӑл именнӗ пек кулкаласа ответлетчӗ: — Эсир те, тискер кайӑксем, ҫителӗклех, шулӗклескерсем! Шурлӑхри тӗмескесем хушшипе, имшеркке чӑрӑшлӑх витӗр йӗпе сукмакпа эпир вӑрманалла кӗрсе каятпӑр. Аялта, нӳхрепре, тӗнче чухлӗ йӗкехӳре шӑтӑкӗ, вӗсене пурне те пит лайӑх, типтерлӗ питӗрсе лартрӑмӑр, пӗр сехете яхӑнах тӑрмашма лекрӗ. Эпӗ хам унпа пӗрле пулнӑ ун чухне… Марс ҫинче сивӗ те тӗксӗм ҫанталӑк тӑрать. Алексей сасӑ илтӗннӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫилпе хумханакан ҫамрӑк хырсем хушшинче, пӗр тӗлте, темиҫе турат уйрӑмӑнах хытӑ хускалнине асӑрхарӗ. Тухтӑр патне пырса шакканӑ чух тӗттемленнӗччӗ ӗнтӗ. Манӑн урӑх сире нимӗн те каламалли ҫук, пурне те вӑрттӑн сыхласа усрама ҫеҫ ыйтатӑп. Ҫакӑн пек аса илни, тен, сирӗннинчен начартарах та пулӗ… — Ӑна ӗнтӗ эпӗ пӗлместӗп. Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл хамӑр тупнӑ ҫӗр пирки кӑштах ухмаха ернӗ тенинчен нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. Эпир халӗ ҫавна куртӑмӑр ӗнтӗ: виконт пулнӑскер маркиза тарма пулӑшнӑ: халӗ эпир священник виконта каҫарнине курӑпӑр», — терӗҫ салтаксем. Эпӗ халӗ те хам ӑнланмалла калаҫнине пӗтӗмпех ӗненместӗп. Вӑл сире мӗн туса ҫилентернине пӗлес тетӗп. Кунтан тӗлӗнмелле, анчах та Катька нимӗн те ыйтса пӗлмест. «Ҫапла, ҫапла, — терӗ Анна Васильевна, — хам вӑхӑтӑмра эпӗ те ҫамрӑк пулнӑ, мана теҫеткерен кӑларса пӑрахман пулӗччӗҫ». Пугачев хула ҫине мӗнле тапӑна-тапӑна пынипе те интересленме пӑрахрӗҫ. Пӗр каҫхине Окунев патне Борхарт кӗчӗ. Пӳлӗмре Корчагин пӗчченехчӗ. Вӑл пӗр вӑтӑр пилӗк ҫулалла ҫитнӗскерччӗ, ҫавӑнпа эпӗр ӑна ватӑ тесе шутлаттӑмӑр. — Хӑҫан та пулсан ҫав телейсӗр ҫынсем хӑйсен тӑван ҫӗршывне ҫӗнӗрен курсан, вӗсем хӑйсене ҫӑлнӑшӑн сирӗн умра парӑмлӑ пулаҫҫӗ. Анчах ӗҫӗ тухма кирлӗччӗ, тухать те! Ҫапла унӑн тивӗҫӗ. — Халӗ ӗнтӗ унӑн ҫулӗ пӗрре». Каҫсенче, «Мак-Ферлан хунарӗ» (уйӑх) хӑпарсан, вӗсем Малькольм замокӗ тавра ҫавӑрӑнакан галерейӑна уҫӑлма тухаҫҫӗ. — Эсӗ ӑна тӗлӗкре ҫеҫ куртӑн пулӗ, Фелим? Вара хӑйӗнчен: «Мӗншӗн-ха эсӗ ҫав улпута хӑтартӑн?» — тесе ыйтрӗ те ҫийӗнчех: «Мӗншӗн тесен, вӑл — ҫын», — тесе ответлерӗ. Ҫавна темӗн тӗрлӗ те каласа хӑтлантӑн. Шубин сасартӑк ҫиленсе кайрӗ те сак ҫинчен сиксе тӑчӗ. — Мэри! — тесе ячӗ Элен. Эпӗ ӑна кӑшкӑратӑп: пӑрахма пултараймастӑн эсӗ хӑвӑн тӑван аннӳне, мӗн эсӗ? тетӗп. Эпӗ пӳрнепе ҫӗр айнелле тӑсса кӑтартрӑм. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, пансионран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн та, качча тухсассӑн та, музыка упражненийӗсене тепӗр хут тытӑнасси ҫинчен Анна Михайловна пачах шухӑшламан. Эсӗ чӗрӗ юлнӑ ҫар начальникӗсене пурне те куратӑн. — Кам мана алӑк уҫса кӗртӗ? — терӗм эпӗ, алӑкне урапа тапса. Солоха халь те таврӑнман пулмалла-ха. Тен, вӑл тухтӑра та, Бӑрзобегунека та тупаймасӑр аптраса ӳкрӗ пуль, лешсен ав пытанса пурӑнмалла тесе, Огнянов темле те шухӑшласа пӑхрӗ. Мӗнле пупсен тумтирне ҫакса янӑ сирӗн ҫине? Ну, юрӗ, юрӗ, — терӗ вӑл малалла, хресченсем ҫине пӑхмасӑр: — эпӗ хушӑп, яра парӑр. Судья, Иван Никифоровичран кӑшт ҫинҫерех пулин те самай тулли ҫын. Ҫине вӑл вараланнине ҫуталса кайнӑ халат тӑхӑннӑ, ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ, умне пӗр курка чей лартнӑ та, заседательпе калаҫса, ашшӑн кулкалать. Ҫатан ҫумӗнче тӑма пӑрахрӗҫ хайхисем. Пите кӑмӑллӑ палисаднике розӑсем, сирень тата темле пирӗн 41атра ҫук кӗрен-кӑвак чечеклӗ йывӑҫсем лартса тултарнӑ. Владимир Ефимович, Туссенпе Лангеншӗйдтӑн кашни хӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнекинчен пуплевсем нимӗҫле куҫарнӑ май, вӗсене сӑмса айӗн кӑна шӑппӑн мӑкӑртатрӗ. Инсаров ун патне ҫывхарчӗ те унӑн пилӗкне аллипе перӗнчӗ. Тупса пар, пушмак парсан, качча тухӑп!» Ара мана та мӗнле ҫӗр уйӑрса патӑр-ха эсир? Вӑл мана «шыра-шыра ӗнтӗ» тесе калать пек. Алӑк урати ҫинче ун вырӑнне йышӑннӑ хӗрарӑм тӑнӑ. Анчах Никита ҫӗр чавакан урӑх сӑмахсем каланине, вӗсене вӑл юри тепӗр хут каласшӑн пулманнине лайӑх пӗлнӗ. — Пичче. Ун пирки Маша ҫапларах уйланать: «Вӑт унашкал пулас тӑк — Алеша манран ниҫта та каяс ҫук». Титок ӑна выҫлӑх ҫулхине, ҫирӗм иккӗмӗш ҫулта, кӳршӗри Тувянски хутор ҫыннинчен пӗр хӗсӗр ӗне те виҫӗ пӑт ҫӑнӑх парса туяннӑччӗ. Мана каялла кам ертсе кайса хамӑн юлташӑмсене тӗл пулма пулӑшӗ? Эпӗ чухлаттӑм: ҫав ҫурта святой ҫын пырса кӗрсен те, ман хуҫасем ӑна вӗрентме тытӑнӗҫ, хӑйсем майлӑ пӑхса юсама пуҫлӗҫ; ҫавна вӗсем хӑйсене кичем пулнӑран тӑвӗҫ. Ну, тинех ҫӑлӑнтӑм тетӗп, чун кӑшт лӑпланчӗ, савӑнса кайрӑм. Малти пӳлӗмре ӗҫпе пынисенчен пӗр карчӑк ҫеҫ пурччӗ, вӑл та пулин, хӑйӗн ырхан аллисемпе пӗтӗм вӑйне хурса тӗртсен те, ним тума та пултараймарӗ. Ку кулӑшла, mon cher. Кусем унӑн йӑли кӑна пулнӑ, анчах вӗсем пӗтӗм чӗререн тухман. Хӑй мӗн каласса пӗлмерӗ пулсан та, темиҫе хутчен те калаҫма хӑтланса пӑхрӗ, анчах Лозневой ӑна кашнинчех чара-чара лартрӗ. Хӑй тин кӑна курса ирттернӗ ӗҫ пирки вӑл мӗн чухлӗ ытларах шухӑшларӗ, унӑн чӗри ҫавӑн чухлӗ ҫемҫелсе пычӗ. — Шухӑшла, хаклӑ юлташӑм, шухӑшла! — ҫемҫен каларӗ те Яхно, сасартӑк нихҫан каламаннине каласа хучӗ: — Пӗтӗм шанчӑкӑм сан ҫинче. Поляксене нимӗн те пулӑшаймарӗ: пралуксем карса тухни те, хулара ҫирӗпленсе ларнӑ гарнизон хаяррӑн хирӗҫ тӑни те. Акӑ малтанхисем сӑрт ҫине чупса хӑпарчӗҫ, снарядсем сухаласа пӗтернӗ ҫӗр ҫине пырса кӗчӗҫ. Вӑл лӑпкӑ та тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрчӗ… ҫакӑн пек ыйхӑпа ача-пӑчасем те ҫывӑраймаҫҫӗ; йывӑр чиртен сывалакан ача кӑна, хӑй сӑпки патӗнче амӑшӗ ун ҫине пӑхса, вӑл мӗнле сывланине итлесе ларнӑ чух, ҫавӑн пек ыйхӑпа ҫывӑрать. Анчах та маншӑн Кораблев, хӑй мӗн тери асаплансан та, «лайӑх» тесе калассӑн туйӑнчӗ. — Редакцие хам кунта пулнине ӗнентерме хулара манӑн пӗр вуник ӳкерчӗк ҫапса илмелле, — терӗ Гаррис. Казначейство канцлерӗпе тата мана тӑшманлӑ ытти улпутсемпе канашласа пӑхсан, пӗр улпутне мана айӑплакан акт копине парса Блефуску императорӗ патне янӑ. — «Кӗпене? — Мӗншӗн арестлеместӗр-ха эсир мана? — ыйтнӑ Крэнкбиль. Шӗпӗнлӗ, хӑмпӑлчӑланса пӗтнӗ питлӗ приемщик, ватӑ виноградарь, Кашкинӑн жалобисене тарӑхса сирсе ярать, йышӑнмасть, Кашкина вара тарпа йӗпеннӗ майка ҫурӑкӗнчен нӳрлӗ те сарӑ хут татӑкӗ — сортсене колхоз лаптӑкӗсенче мӗнле вырнаҫтарнине кӑтартакан схема — туртса кӑларчӗ те винограда склада йышӑнассине урӑхла йӗркелеме тата звеносене хӑйсене те виноград сорчӗсем тӑрӑх тума кирли ҫинчен ӗнентерме тытӑнчӗ. Кукӑрӑлкаласа пыракан ҫул анаталла — тӗттӗмрех пӗчӗк чӑрӑш вӑрманалла анма пуҫларӗ. Ҫав докторсем уйрӑммӑнах чирлӗ ҫынсем сывалассипе сывалас маррине малтанах каласа пама пултарнипе палӑрса тӑраҫҫӗ. — Пӗтӗмпех кӑн-кӑвакчӗ! Нимле кӑлтӑк пулман унӑн пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫӗнни евӗр ачаш ҫӑмсен ылттӑн тӗкӗпе витӗннӗ хӳхӗм ӳт-пӗвӗнче. Халӗ вӑл шурӑ сӑнлӑ та мар ӗнтӗ: ун сӑнне ҫӗр тӗсӗ ҫапнӑ. Анчах манӑн каллех хырӑм выҫрӗ, тата ҫак ҫак пӗчӗкҫӗ ҫыннӑн та ҫиесси килет. Беседкӑра Феничка, Дуняша тата Митя лараҫҫӗ. Джемма пуҫне пӑрчӗ. Анчах кӗҫех горизонтӑн тӗксӗм, тӳрӗ йӗрӗнчен ҫутӑ ҫурла курӑнса кайрӗ, — уйӑхран пӗчӗкрех, унтан кактус уйӗ ҫийӗн ҫӗкленме пуҫларӗ. — Эпӗ испанилле акцентсӑр калаҫма хӑнӑхса ҫитеймесен, — тет вӑл майора, — эсир манпа калаҫмасан та пултаратӑр. Каяс пулать. Вӗсенчен тӑварлӑрах ҫамрӑк шӑршӑ тухса тӑчӗ, ҫак шӑршӑ уҫӑ форточкӑсенчен кӗрсе госпитальти шӑрша сирсе ячӗ. Марысьӑпа ашшӗ койка хӗрринчен ҫатӑртаттарса тытнӑ пулин те, кашни минутра тенӗ пекех стена ҫумне пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ. Ача пӗр аллине малалла тӑсса, теприне чӗркуҫҫипе хӗстерсе выртать, унӑн пӗр ури тепринчен нумай кӗскерех пек курӑнать, вӑл Петр патнелле асӑрханмалла мар упаленсе пынӑн туйӑнать, малалла тӑснӑ алли тӗлӗнмелле вӑрӑм. Вӗсен ҫемйинчи ҫынсем тахҫантанпах, ҫӗр ҫул ытла ӗлӗкрех, «Бертонпа ывӑлӗсем, Лондон — Ливорно» ятлӑ пӑрахут компанийӗ пулса тӑричченех ӗнтӗ, ҫирӗп консерваторсемпе протестантсем пулнӑ. Мӗн те пулин пӗлетӗп-и эпӗ вӗсем ҫинчен? — Анчах, — терӗм эпӗ, — сывлӑш ҫӑралса хытӑрах пусӑрӑнса пынинчен пирӗн сыхланмалла пулмасть-ши? Фома, унӑн сӑмахӗсене итленӗ май, хӑйӗн пӳрнисене тинкерӳллӗн пӑхса ларнӑ, хӗрӗн сӑмахӗсенче вӑл пысӑк хуйхӑ пуррине туйнӑ, анчах ӑна ӑнланайман. — Лӑпланӑр, — илтӗнчӗ виҫҫӗмӗш сасӑ, — тӑшман пур ҫӗрте те, эсир пӗтрӗр! Вӑл лере, Ливорнӑра, хӑй пӗччен пурӑнатчӗ! Вӑл ҫурт — ҫурт мар, тӗрме… Джули хӑйӗн чӗлхипех ӑна вӗлерме пултарнӑ. — Том, эпир чӳрече витӗр тухса тарма пултаратпӑр, — терӗ Гек. Назанский шӑпланчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ хама кирлӗ суднӑна тума пултараймастӑп, ҫавна пула манӑн ҫакӑнтах пӗтмелле пулать, тесе шутлатӑп. — Атя-я! Унтан пӗр икӗ утӑмра, пӳрнесӗр аллипе чавсаланса, пӗр вунвиҫӗ е вунтӑватӑ ҫулалла ҫитнӗ хӗрача выртать; куҫӗсем унӑн, сӑрласа ӳкернӗ пекех, ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, сӑн-пичӗ ҫинҫе те ӑслӑ, ҫӳҫӗ тӗксӗм хӑмӑр. Кун салху иртрӗ. Эпир — хӑш-пӗрисем — ӑна хӗнес те ҫыхса пӑрахас тенӗччӗ, хӑш-пӗрисем тата — ун ҫинчен пуҫпа шухӑшласа илнисем — кӑшкӑраҫҫӗ: «Тахтӑр-ха!» — теҫҫӗ Водолив тутар та кӑшкӑрать: Эпӗ те каятӑп! — тет. — Кунта эпӗ, Васютин юлташ, нумайранпа пурӑнмастӑп вӗт-ха. Эпӗ ҫав тери выҫӑ, чӗрӗ аш та ҫиме пултаратӑп. Эппин, эсӗр пулнӑ… — Масарта. Хӑш-пӗрисен ҫапах та ответ тытмаллах пулчӗ… Гэндс, эпӗ ӑна сӑнанине нихӑҫан та сисес ҫук. Ҫапах та, ӑна хам ҫине ҫав тери пӑхтарса тӑрас мар тесе, пур мерӑсене те йышӑнтӑм. Пурте аван сан, тусӑм: шӑлаварӗ те, кӗпӳ те, кӗлеткӳ те, анчах кирлӗ сӑн-сӑпатлӑх ҫук. Метеорит ӳкнӗ тӗлте вӗсем пурте хӑйсен тӑррисемпе ҫаврӑнса выртнӑ пулнӑ. Рудниксенче питех те йывӑрччӗ: эпӗ ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫласанах управляющисем кулма пуҫлатчӗҫ, руда чавакансем мана ҫав тери мӑшкӑлатчӗҫ. — Тавтапуҫ. Ҫамрӑк дикарьсем географине часах хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ, анчах математикӑна илсен, ку сӑмах вара ниепле те вырӑна лармасть: ӑна вӗренесси вӗсемшӗн питех те йывӑр. Ҫапла вара, Павел, эсӗ пурнӑҫ законпа пымасть, тесе шутлатӑн? Килнӗ хастарлӑ казачка, кӑштах сӑмах ҫаптарас кӑмӑл пуррине пытармасӑрах, алӑк умне ларать. Пупа епле пулсан та вут тӗртнӗ пулӑттӑм, — кирлӗ мар ҫӗре сӑмсуна ан чик! Плутон, мистер Стумпӑн лашине витене кайса тӑрат та, асту, ӑна лайӑхрах тӑрантар. Ватӑ хуҫа майри — тепӗр майлӑ каласан Уотсон мисс — ялан манпа чӑркӑшать, пурӑнма та памасть, ҫапах та хӑй мана Орлеана сутса ямастӑп тесе сӑмах пачӗ. — Ну, солянка ӑшне ӑна… Пирӗн ҫав тери хаяр ҫынсем пур — ай-ай! — Ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫуртри сӗт сутакан карчӑкӑн ывӑлне кавалерине илнӗ, — пӗлтерчӗ кӗтесре ларакансенчен пӗри. Сана Леоновсен авӑнкарти хыҫӗнче кӗтетӗп. Ҫула тӑрах хамӑр пӗлнӗ юрӑсене пурне те юрласа пӗтертӗмӗр, вара ҫитес ҫӗре чиперех ҫитрӗмӗр, хӑйӑр ҫине пӗр ҫын та хӑвармарӑмӑр…. Ҫак путсӗр ҫӗршыва икӗ центшӑнах пӑрахнӑ пулӑттӑм та урӑх нихҫан та килсе кӗмен пулӑттӑм терӗм! — Мана лӑплантарма кирлӗ мар, ӑнлантарса пама та кирлӗ мар. Сасартӑк ун айӗнчи лаша таҫта анса ларнӑ, кӗрт ӑшне путса ларса хӑяккӑн кайса ӳкнӗ те тапалана пуҫланӑ. «Ҫитӗ сана хуйхӑрма, козак!» илтӗнсе каять ҫывӑхрах мӑн сасӑ. Вӑл ӗлӗк те ҫак чул ҫинчен каланине илткеленӗ, анчах ыттисем пекех, ӑна юптару вырӑнне хунӑ. Мересьев сӑнӗ ҫинче савӑнӑҫ вырӑнне вӑл тарӑхни палӑрнине курсан, капитан тӗлӗнсех кайрӗ: — БАО-на? Ку таранччен ҫав темскерле юланут пӗчченех ҫӳренӗччӗ, халӗ унӑн пӗрле ҫӳрекенӗсем пур. Эсир: ху манӑн айӑп мар, тесе хирӗҫлеме пултаратӑр. — Мӗншӗн тесен вӑл ҫителӗклех тумланман. — Ҫук, унта пушӑ пӳлӗм… кивӗ сӗтел-пукан… хуҫа столяр. Ҫук, тараймасть вӑл: тахӑшӗн пули ӑна хӑваласа ҫитсе ӳкерет. — Анкартинчен нумай пулмасть мӑн ҫул еннелле тухса кайнӑ вӑкӑр йӗрӗсем пур. — Эпӗ сана ҫуркунне дачӑна илсе кайӑп тата сана симӗс курӑк тӑрӑх уҫӑлтарса ҫӳрӗп тесе шутланӑччӗ. — Ак, шыв ӗҫес килми пултӑр, эхер те ватӑ Переперчиха тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилнине хӑй куҫӗпе курман пулсан!» Анчах тупӑсем ҫаплах харӑссӑн пеме чарӑнмарӗҫ, ҫавӑнпа корвет тытӑнса тӑнине, вал пӗр етре юлмиччен пеме шутланине те ӑнланса илме пулать. Хӗвел ҫунтарса пӑхнипе шӑрчӑксемпе шапасем те лӑпланнӑ. — Ак кунта вӑл, алӑк патӗнче. Ӑсӗнче ку йышӑну ҫирӗп пек туйӑнчӗ ӑна, анчах чунӗн тарӑн та вӑрттӑн кӗтесӗнче, тӑн ҫиппи-сыппи ӑшне кӗмесӗртерех кӑна, паян та, ӗнерхи пекех, юлашки виҫӗ уйӑхра куллен тунӑ евӗр, пурпӗрех Николаевсем патне каяс шанӑҫ йӑшӑлтатрӗ унӑн. «Иван Никифорович Довгочхуп ҫинчен». Мӗнле директор вара вӑл? Вырсарникун, май уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 186… ҫулта, ман аттепе пӗр тӑван пичче, профессор Отто Лиденброк, васкасах хӑйӗн килне тавӑрӑнчӗ. Ҫавӑнпа та вӑл иртӗхсе кайнӑ ӑс-тӑн тискер кайӑк сӗмсӗрлӗхӗнчен те айвантарах тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ вӑл ӑс-хакӑл мар, хамӑрӑн пуҫа пӑсса пыма пулӑшакан сӑлтав кӑна шутланать. Хам эпӗ — кухарка… Вӑл хӑрама пуҫларӗ. Унпа калаҫаканни ку шухӑшпа йӑлтах килӗшет, пур ученӑйсемпе пупсене пӑшал ҫулӑмӗпе кӗтсе илмелле тесе шутлать. Шубин ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те сасартӑк ахӑлтатса кулса ячӗ. Вӑйлӑ юхӑмсенчен иртсен, кимӗсем каллех кукӑр-макӑр ҫыранӗсем хушшипе лӑпкӑн юхакан Ваикато юханшывӗ ҫийӗпе кайрӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, ҫак ӳкерчӗк ҫинче нимӗнех те ӑнланса илме ҫук ӗнтӗ, анчах та ҫынсене лартса тухни, капитан, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытнӑскер, варри тӗлӗнче ларни — ҫаксем пурте, пурте маншӑн тахҫан палланӑ япаласем пекех туйӑнса кайрӗҫ. Ҫапла кӗтмен ҫӗртен пулӑ тытни пирки апат-ҫимӗҫе пайтах нумайлатрӗ. Ҫакӑн пек Дик Сэндпа ун юлташӗсен чунпа кӑмӑл хевти. — Эхе-хе! — лӑпкӑн каласа хучӗ Базаров! — Ӑна магазинта сутаҫҫӗ-ҫке, эпӗ куртӑм! — Таверна валли вырӑн начар мар вара. Урӑх ним каламалли те юлмарӗ, ҫавӑнпа Давыдов ура ҫине тӑчӗ те хуҫа ҫине шухӑша кайнӑн пӑхса илчӗ. Хуп-хура алӑк кӗли шалтлатрӗ. Анчах учитель аяккалла пӑрӑнсанах, Том малти сак ҫинче ларакан ачана ҫӳҫӗнчен туртрӗ, лешӗ каялла ҫаврӑнса пӑхсан, Том тӑрӑшсах кӗнеки ҫинелле пӑхма тапратрӗ. Тепӗр минутранах Том, тепӗр юнашар ачи «ай!» тесе кӑшкӑрса ярасса кӗтсе, ӑна булавкапа чикрӗ, — ӑна каллех учитель ятларӗ. Тен, ак халех пичӗпеле урайнелле тӑрӑнӗ те, вилсе кайӗ, тесе шухӑшлаттӑм. Саша сюртукне хулпуҫҫи ҫинчен ҫӗр ҫине хывса печӗ те, ҫаннисене тавӑрса, ывӑҫ тупанӗсене сурса:— Апла пулсан, ҫапӑҫатпӑр! — терӗ. Писӑр ҫӑраҫҫи кӑларчӗ, ҫӑрине уҫма хӑтланса пӑхрӗ; анчах ку арча уҫҫи пулчӗ-мӗн. — Мӗншӗн-ха эсир Лещинские ҫилентӗр? — ыйтрӗ Тоня. — Ҫук, аташмастӑп, тӑнпах калаҫатӑп. Карчӑкпа суккӑр ачана мӗн пулни ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп. — Вӑт халӗ, Варькӑ, эсӗ чӑн-чӑн хӗр пулса ҫитнине куратӑп ӗнтӗ. Кунта темӗн ӑнланма май ҫукки пур. Малтанхи пек чухне хӑрушлӑх килсе ҫитни ҫинчен калаҫнӑ, кайранхи пек чухне, хӗрлӗ ӳтлӗ ҫулпуҫсем хайсен томагавкӗсене хӑҫанччен алӑран пӑрахма шутлани ҫинчен сӳтсе-явнӑ. — Ав леш — хӗрлӗ ҫӳҫли. Эпӗ ӑна нумай парӑмлӑ. Кунта та халӑх шикленни сисӗнет. Пӑлхавҫӑсен нумайӑшӗн сӑнӑсем кӑна пулнӑ. Акӑ, кунта пӗр кукӑрне ҫыпӑҫтарса ҫеҫ ларт, унсӑрӑн ҫирӗплетмӗҫ… Куратӑн-и? Ӑна таврари чуллӑ ҫӗрсенчен юр кӗрчӗ ҫеҫ уйӑрса тӑрать. Гусев Ихошкӑна ҫунатлӑ кимӗсем ларакан ангарӑн ҫӑра уҫҫисене илсе килсе пама хушрӗ. Ҫулӑм ҫинче туратсем малтан хуран курӑнса выртрӗҫ, вара, ҫуннӑ майӗн, вут ҫинче ҫӗлен пек авкаланса, вӗҫӗсене кӑнта-кӑнта тӑрса, ҫунса пӗтрӗҫ. Каярах эпӗ акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм: администраци ӗҫӗ тӗлӗшпе наместник килӗштермен пирки вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫӳремен. Вӑл расӑн ҫичӗ халӑхӗнчен ҫиччӗмӗш йышне кӗнӗ Арийӑсене — пепкелле йӑхсене — Ра патшалӑхне пӗрлештерет. Эпӗ патша ҫуртӗнчи лакей шӑлне ҫапах та капитана ӳкӗтлесе аран-аран илтертӗм; вӑл ӑна пит тӗлӗнсе нумайччен пӑхса ларчӗ. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вырӑн ҫинче ытларах выртрӑм. Пролеткӑсем, урапасем, сӗтел-пукан таврашӗ турттармалли фургонсем, омнибуссем, йывӑр япаласене тиемелли урапасем лӑк тулли, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пыра-пыра кӗнӗ те, ни каялла, ни малалла тенӗ пек, ниҫта каяймасӑр кӗпӗрленсе тӑнӑ. Шӑп кӑнтӑр тӗлӗнче Марьяна хӑйсен сад пахчинче персик йывӑҫӗн сулхӑнӗнче ларчӗ, тӑварса лартнӑ арба айӗнче вӑл хӑйсен килйышӗ валли апат кӑларчӗ. Ванюш ҫав вӑхӑтра хӑйӗн хуҫалӑхне йӗркеленӗ, ҫитменнине тата ротӑри цирюльник патӗнче хырӑнма та ӗлкӗрнӗ тата, рота тӑвӑр мар хваттерсенче ирӗк тӑнине пӗлтерес майпа, шӑлавар пӗҫҫисене атӑ кунчисенчен кӑларса янӑ, — ҫавӑнпа вӑл халӗ ҫав тери лӑпкӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Пӑрӑнса кай, Давыдов матрос, ҫитменнине хӑвӑртрах тата!.. Португал паллӑ панипе туземецсем Дика вӗҫертрӗҫ, ҫӗр ҫинчен Гаррис виллине илсе йӑтса кайрӗҫ. — Ӑҫта? Эпӗ ытти пур лётчиксем пек ҫынах. Апла пулсан, ӑна часрах вӗҫертсе ямалла. — Ултӑ крейцер! — ҫавӑн пекех шӑппӑн ответлерӗ Джемма. Виҫӗ миль яхӑн кайсан, эпир лутра та вӑрӑм ҫурт патне ҫитрӗмӗр. Унӑн стенине ҫатантан тунӑ, тӑррине улӑм витнӗ. Кукаҫей кӗчӗ, куҫне хӗсрӗ те:— Хыпма хатӗрленетӗр-и мӗн? — тесе ыйтрӗ. Пӗчӗк обоз Лопуховсен пахчи тӗлнелле ҫитсен, пӗр хӗрарӑм пахча карти ҫумнелле пӑрӑнчӗ. — Печорин нумайччен сывлӑхсӑр пурӑнчӗ, начарланса ҫитрӗ, мӑнтарӑн; анчах ҫавӑнтан вара эпир Бэла ҫинчен нихҫан та сӑмах пуҫарман: ун ҫинчен калаҫни хӑйшӗн лайӑх мар пулассине туяттӑм эпӗ, мӗншӗн калаҫас-ха? Эпӗ пытанмастӑп, пытанма эпӗ вӑрӑ мар. Эпӗ алӑк хыҫӗнчен тухрӑм, апатланмалли пӳлӗм патӗнчен иртнӗ чух пӑхам-ха, виле ҫинче ларма юлнисенчен хӑшӗ те пулин мана курман-ши тетӗп; алӑк шӑтӑкӑнчен пӑхатӑп: пурте ҫывӑраҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи апат ҫиес мар тесе ирех тухса каяттӑм, ҫанталӑк япӑх чухне — пушӑ вырӑнта, подвалта ларса ирттереттӗм. Сывлӑшра вӗҫсе е ярӑнса ҫӳрекен утрав тӗпӗ ҫаврака, унӑн диаметрӗн тӑршшӗ ҫичӗ пин те сакӑрҫӗр вӑтӑр ҫичӗ ярд е тӑватӑ миль ҫурӑ яхӑн пулать, ҫапла ӗнтӗ унӑн лаптӑкӑшӗ вунӑ пин акра ҫитет. Мартини йӑл кулса илчӗ те пуҫӗпе сулчӗ. Халӑх хушшипе пынӑ чух вӑл хӑй ҫине йӗрӗнсе пӑхнисене асӑрхать. «Акӑ кам иккен ӑна чунтан юратаканни!» — шухӑшласа илтӗм эпӗ, вара хамран хам вӑтантӑм. («Питӗ лайӑх вырӑн! Эсӗ ӑна служба уставӗ ҫинчен калатӑн, унӑн куҫӗсем тӳме пек курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Сасартӑк пеме чарӑнчӗҫ. Ҫынсен мӗнле айӑп пуррине асӑрхаса тӑни вӑл — укҫа тӳлемесӗр усӑ курма май килекен пӗртен-пӗр мыскара вырӑннех пулать. Кӗвӗҫесси хыҫҫӑн пырать Луизӑна ҫӑлма тухнӑ хӗрӗх юланутран сахалӑшӗн ҫеҫ инҫе кайма тӳсем ҫитнӗ. Хӗвел ансан икӗ сехетрен ҫил вӑйне икӗ хут ӳстерчӗ. Унӑн сасси те мана тӗлӗнтерчӗ. Кунта, уҫӑ тинӗсре куҫӑма курӑнса кайни каллех манӑн плансене улӑштарса ячӗ. Манӑн пӗрмаях Вышимирский ҫинчен калаҫассӑм килчӗ, анчах ҫӑвар уҫсанах, ложӑра ларакансем канӑҫсӑрланма тытӑнчӗҫ те, эп вара:— Ӑна епле тупрӑр эсир? — тесе ҫеҫ ыйтрӑм. Андрей хӑй те авланасси ҫинчен тахҫанах шутлакаланӑ-мӗн. Кӗрекере мӗнле ҫимӗҫ пур иккенне ҫырмӑп та эпӗ. Ни хӑйма ҫинче пӗҫернӗ тӑпӑрчӑ кукӑлӗсем ҫинчен, ни сливӑпа та йӗсӗм ҫырлипе пӗҫернӗ кӑркка ҫинчен, ни квас ҫинче ҫемҫетнӗ сӑран атӑ евӗрлӗ ҫимӗҫ ҫинчен, ни тата авалхи поварсем ҫеҫ пит ӑста пӗҫерме пӗлнӗ соус ҫинчен, ҫав соуса панӑ чух ҫиеле эрех сапса хӗмлентереҫҫӗ те, майрасем вара ҫавӑн ҫине тӗлӗнсе те хӑраса пӑхаҫҫӗ. Хӑвӑрпа пӗрле ӗҫлекен арҫынсенчен эсир нумай ӑслӑрах пулни сирӗншӗн секрет мар, анчах вӗсем паллӑ мар ӗҫсем ҫеҫ тутараҫҫӗ. Эхлете-эхлетех пичӗ-куҫӗ ҫинчи, мӑйӗ ҫинчи юнне ҫуса тасатрӗ, карлӑк ҫинче ҫакӑнса тӑракан ашӑкпа шӑлӑнчӗ те алӑк урати ҫине ларчӗ. Шухӑша кайса, пуҫне усса, тутине ҫырткала-ҫырткала тата сухалне пӗтӗркелесе, Николай диван ҫине амӑшӗпе юнашар ларчӗ. Ҫынсем масар ҫине ҫитрӗҫ те унта, лутра шурӑ хӗрессемпе тулнӑ уҫӑ вырӑна тухиччен, вилтӑприсем хушшинчи сукмаксемпе нумай вӑхӑт ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗҫ. Унта сана тахҫантанпах кӗтсе ларатчӗҫ-ха… — йӑл кулчӗ Хомутов. Пӳлӗмре ҫав тери шӑп, ҫавӑнпа ирсӗр ӗҫ тунӑ ачан чӗри ҫӳҫенсе илчӗ. Ҫап-ҫуттӑн хӗрелсе кайнӑскер, вӑл, кӑмӑлӗпе каччине адреслесе, ашшӗне ҫапла каланӑ: — Африкан Дмитриевича хам мӗн чухлӗ ӑнланнӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна калама пултаратӑп; вӑл, эсир каланӑ пек, пӗрре те хаҫат ҫӑварне хупласшӑн шухӑшламасть… Адвокатсемпе ыттисем пекех, вӗсем укҫашӑн ҫеҫ тӑрӑшнине эпӗ пӗлетӗп. Ивинӑна эпӗ халиччен икӗ хут кӑшт-кӑшт кӑна курнӑччӗ, халӗ ун ҫине тимлӗн пӑхрӑм та, вӑл мана питӗ килӗшрӗ. — А эпӗ ҫапла шутлатӑп, вӗсем пирӗн ҫине тапӑнма хӑяймарӗҫ те ҫавӑнпа тарчӗҫ пулӗ, тетӗп, — терӗ ӑна Гленарван, индеецсемпе калаҫма май килменнипе тарӑхса. — Нумай пулать. Унтанпала хӗвелӗн ӑшшинче пампассенче икӗ хут ҫулла пулчӗ. Пӗр самант вӑл, хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр, аллисене кӑкӑрӗ патне тытса, чарӑна-чарӑна та хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа тӑчӗ. Вӑл та макӑрса юрларӗ: — Вилӗмпе вилӗме ҫӗнтерсе. Петр унпа пӗрле ухмах Антон сӑмахӗсемпе юрларӗ: — Кӳме урапи саланнӑ. — Эпӗ, — терӗ Пӑван, — эсир радикалсен пичечӗпе интересленетӗр тата хӑвӑр та хаҫатсене ҫыратӑр тенине илтрӗм. Эпӗ Иван Иваныч княҫпа пӗлӗшлӗ пулни-ши? французла таса калаҫни-ши? ҫӑмӑл урапа-ши? голландски кӗпе-ши? чӗрнесем-ши? Тепӗр кунне Санин питӗ ир вӑранчӗ. Чикаркка ҫавӑрмалӑх табак парӑр-ха… кӑнтӑрларанпах туртман…» — терӗ те, Давыдов ҫинелле кастармалла ҫивӗччӗн, анчах ҫӗнтерӳллӗн савӑнса пӑхрӗ. Мӗнех-ха вара? … — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Шутламан ҫӗртенех Санина вӑл халӗ ҫеҫ тухса килнӗ ҫӗршыв аса килчӗ… — Ҫапла ҫав, тӗлӗнмелле сасӑ, — терӗ Мартини Джеммӑн хурлӑхлӑ шухӑшӗсене сирсе яма тӑрӑшса. Анчах епле тӗплӗ шыраса та вӑл-ку нимӗн те куҫ тӗлне пулмарӗ. Ан хӑранӑ пултӑр! — Юратмасӑр! — Олейник малалла тухрӗ те хӗрӳллӗн каласа хучӗ: — Ман каяс кӑмӑл пур, лейтенант юлташ! Унӑн хушӑвӗ янӑраса саланчӗ. Акӑ кӗҫех марсиансем урамсенелле, баррикадӑсем ҫинелле колоннӑн-колоннӑн йӑтӑнса вирхӗнме пуҫларӗҫ. Илӗртмест-им? Анчах апла кайма костыль кирлӗ. Ҫунисем пурте лупас айӗнчех. Ак сире хӑвӑрӑн ытарайми хаклӑ вунӑ пусар! — Кӑларса ячӗҫ. Портрет пӗтӗм хулипех шав турӗ. Павел ку поезд ҫине ахаль ларас ҫуккине курсах тӑрать, анчах вӗсен каймаллах, каймасан — конференци те пулаймасть. «Шыва кӗрекенни ҫакӑ пулнӑ-мӗн», — чухласа илчӗ Тоня, Павкӑн йӗпе ҫӳҫӗ ҫине пӑхса. Маркиз ҫывӑрса кайрӗ. Вӑтаҫӗр Африкӑра ҫын шӑмми-шаккипе маяксем пек паллӑ тунӑ вӑрӑм ҫулсем сахал мар. Ҫав таса мар, шывланчӑк куҫсем мана курса тӑни лайӑх мар пек туйӑнать, вӗсем курнине ӗненмелле те мар пек, — эпӗ пит-куҫа пӑркаланине хуҫа чухласа ҫеҫ илет пулӗ тен, тетӗп. Ҫапла пӗр сехет иртрӗ, тепӗр сехет — анчах миҫе сехет иртсе кайнине пӗлместӗп… «Эккей, эсрел хӗрӗ», — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак, улӑм ҫинче майлашса выртса, кӑштах юлнӑ чейпе ӑшӑнма ӗмӗтленнӗскер, тинех аран ӑс килсе ҫитрӗ. Вӑл манпа мӗншӗн тӗл пуласшӑн маррине эпӗ халиччен те пӗлместӗп. Ывӑлӗ амӑшӗн аллине тытса пӗшкӗнчӗ те, ӑна силлесе илсе, ҫапла каласа хучӗ: — Енчен те эсӗ ҫак пур ирсӗрлӗхе, намӑссӑрлӑха, ҫӗрӗк шӑрш-марша туйса илес пулсан, пирӗн чӑнлӑха ӑнланӑттӑн, — вӑл мӗн тери чаплӑ та ҫутӑ пулнине курӑттӑн. Икӗ эрне хушши партире тӑман ҫын шутӗнче ҫӳрерӗ вӑл, ҫав хушӑра райкома ертсе пыракан ҫынсем те улшӑнчӗҫ: Корчжинскипе Хомутова вырӑнтан кӑларчӗҫ. Ҫамрӑксен ушкӑнӗнче Петр хӑйне чылаях ирӗклӗ туйрӗ. Ку ҫын Францинчен тахҫанах тухса кайнипе тӑван чӗлхерен йӑлтах урмӑшнӑ, вӑл сӑмахӗсене манман пулсан та, ҫавӑрса илсе калаҫма пӗлмест, ҫавӑнпа та ӑна Франци колонинчи негр евӗрлӗрех калаҫать темелле. Каллех пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, куҫ умӗнче хура пӑнчӑсем сиккелеме пуҫларӗҫ, каярахпа, тӑна кӗрсен, вӑл икӗ палланӑ сасӑ калаҫнине илтрӗ. Ӑратлӑ вӑкӑр илнӗччӗ — мотоциклпа улӑштарса яма шут тытрӗ. Ыр ҫын тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑракан ҫакӑн пек вӑхӑтра хитре мар лаша ҫинче ларса мужиксемпе калаҫакан пысӑк атӑллӑ та лутра тӗссӗр ҫынна унӑн ниепле те Драницкая графиньӑран та пуянрах, вӗҫсӗр «ҫаврӑнса» ҫӳрекен тата пурте шыракан, тытма май ҫук вӑрттӑн Варламов тесе калас килмерӗ. Тен вӑл тинӗс ҫулне кӑтартакан навигаци палличчӗ пулӗ, ҫыран хӗрринчи хутран-ситрен ҫеҫ кӗркелесе тухакан пӑрахутсем валли туса лартнӑ сооружениччӗ пуль вӑл. Ерофей Кузьмич пӗлсе тӑрать: унӑн тӑхлачи юлашки вӑхӑтра хӗрарӑмсем хушшинче ертсе пырать, — ҫавӑнпа та унӑн чӗри картах сикрӗ. Петр ӑна укҫа сӗнсен, вӑл ӑна хуллен, йӗрӗннӗ пекрех:— Настоятеле пар, мана кирлӗ мар, — тенӗ. — Э, пур ҫӗрте те, тӗрле вырӑнта. Эпир ҫак, мӗнле калас-ха ӑна, чи паха тивӗҫе нимле ҫӗнӗ «идейӑсем» те пырса тӗкӗнмеҫҫӗ, тесе шухӑшлама пултарнӑ. Ҫӗнӗ ҫуртран шурӑ пир кӗпе, кӑвак йӗм тӑхӑннӑ Алексей тухрӗ те, ҫӑмӑллӑн, сывлӑшра вӗҫсе пынӑ пек утса, шыва кӗме кайрӗ, тетӗшне ура айӗнчи ҫункавсем кӑштӑртатнипе вӑратасран хӑранӑ пек, ун тӗлӗнчен асӑрханса иртрӗ. Анчах йытӑ иккӗмӗш хут сикме хатӗрленсе тӑрать. Арӑмӗ часах таҫта ҫухалчӗ, хӗрӗ патне хӑйӗн шапалла ҫӑварне хапсӑнчӑклӑн карса Сергей пырса ларчӗ. Сӗтел варрине Франци карттине сарса хунӑ. Тӗрӗссипе, Марс — Стокгольма ҫитиччен те ҫывӑхрах… — Ах тур-тур, — терӗҫ ачасем. Вӗсене ялти ӗҫчен платник саваласа, кӗленчепе якатнӑ пулнӑ. Юрӗ, тыла тарса тухма ӗлкӗрнӗ, тейӗпӗр. — Этеме турӑ евӗрлӗ, турӑ сӑнлӑ тунӑ, — терӗ Ефим кулса, — анчах та ӑна, ав, ӑҫта яраҫҫӗ… Анчах вӑхӑт иртсе пынӑҫем унӑн сисӗм-туйӑмӗ пуринчен ытла илтес енӗпе вӑйлӑрах та вӑйлӑрах аталанса пыни паллӑ пулчӗ. Старик тутисене тутлӑн чаплаттарса илнӗ, аллисене сӑтӑркаланӑ, куҫӗсем унӑн ҫӑткӑннӑн йӑлтӑртатнӑ. Том ӳкерсе пӗтерсен, хӗрача пӗр минут хушши пӑхса ларчӗ те унтан шӑппӑн:— Ах, мӗнле хитре! — А… а… Генри? Эсӗ социалист, пӑлхавҫӑ текенсем — акӑ мӗн! Ӑна хӑваласа яраҫҫӗ, ҫулӗ те унӑн ҫавӑнталла пултӑр, теҫҫӗ ӗнтӗ. — Ака сана ҫӗр ҫын, ӗҫ пар та вӗсене, асӑрха — ахаль ан ларччӑр, — терӗ Токарев ун патне пырса. Темӗн пысӑкӑш шыв, — кӳлӗ е тинӗс пуҫламӑшӗ, пирӗн куҫ умӗнче сарӑлса выртать, унӑн инҫетри тепӗр вӗҫӗ горизонтпа пӗрлешсе ҫухалать. — Эсир пирӗн пата ҫырса пӗлтеретӗр-и? Манада Тискер лашасене тытма сунара каяс тата ҫул ҫинче вӑхӑта савӑнӑҫлӑ ирттерес тесессӗн те ку вырӑнтан лайӑхрах вырӑн тупма пулман, — Морис Джеральд ҫул ҫӳрекенсене пат те лайӑх вырӑна илсе пынӑ. Хирӗҫ ответ паракан пулмарӗ, вара вӑл, йывӑҫ ҫине улӑхса, пӳлӗм чӳречинчен пӑхрӗ. Акӑ сасартӑк икӗ ҫыру килчӗ: «Ҫитет сире шухӑшласа ларма. Ҫав усал ашкӑнчӑк халь ман коморӑра ларать пулсан?» Унӑн пурлӑхне колхозсене памалла, тенӗ… Турӑ ирӗкне пӑхӑнар. Тӑван хулана, тӑван ҫурта кирек хӑҫан таврӑнсан та «Ну каласа пар ӗнтӗ» тени кӗтсех тӑратчӗ мана. Ку айлӑм ҫыранӗ пекки пулас. Вӑл сана хӗнет-и тата? Ача, ҫав хурлӑхлӑ кӑшкӑрӑва илтсе, сехӗрленсе чӗтренӗ, анчах аллисене чӳрече ҫинчен, куҫӗсене шыв ҫинчен сирме пултарайман. — Ҫавӑнпах, ҫав ылханлӑ германецпах, кампа пултӑр тата, — терӗ Аркаш пичче, кӗсменӗсемпе ҫиллессӗн ӗҫлесе, — Халӑх военкоматсене кайрӗ ӗнтӗ… Анчах нимӗн те пулӑшман. Мӗнле пурӑнӗ ӗнтӗ вӑл сансӑр? Унтан атте еннелле ҫаврӑнтӑм — акӑ ӗнтӗ вӑл! Тачка пӗлӗтсем уйӑхпа ҫӑлтӑрсене хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Вӑл вӗт «Пойндекстер пек мӑнкӑмӑллӑ», пирӗн патра Миссисипи тӑрӑхӗнче ҫапла калатчӗҫ те. Савельич ман ҫинелле пит те тарӑнан, чунне ыраттарса, пӑхса илчӗ те укҫа патне утрӗ. Сӑрт хӗрринче кукӑр-макӑр траншея курӑнса кайрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗртен ӑна снарядсем ишсе антарнӑ; ун патӗнчен хӗвелтухӑҫ еннелле, туратсем пек, алтса тунӑ ҫулсем юпленсе каяҫҫӗ иккен. Инструктор чунӗ Алексей майла ҫаврӑнчӗ. Эпӗ ун чух нимӗҫ виллисене турттараттӑм. — Ҫапла пултӑр эппин. Анчах пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех ҫав пьеса, «Александрия», «Чее Бертольд» та «Михаль» пекех, куракансене калама ҫук килӗшнӗ. — Ҫырма леш енче туянтӑм. Мана сӑмахпа каласа пама хушнӑ… ытла та йывӑр-ха… усӑ курса… майлӑ саманта ҫухатмалла мар… Тӗрӗс вӑхӑт карап капитанне судни тинӗсре хӑш вырӑнпа пынине пӗлме, самолетпа ҫӗрле е тӗтреллӗ ҫанталӑкра вӗҫекен вӗҫевҫе, танкистпа спортсмена, зенитчикпе токаре, учительпе шкул ачине кирлӗ… — Ывӑннӑ эсир, аннеҫӗм! — Кам, ара, сана айӑплать? — тесе янтратса ячӗ тахӑшӗн сасси. — Мӗнле сӑмахсем-и? Лӑпкӑ океанӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхӗнче, чи ҫывӑхри типҫӗртен те темиҫе ҫӗр миль аякра, вӑл ҫилпе юхӑмсемшӗн ҫӑмӑл тетте пулса тӑма пултарать. Ну, нимех те мар, Тарӑ. Ентеш!.. Няня кӑшкӑратчӗ, горничнӑй хӗре чӗнетчӗ. Тоня та ун ҫине тинкерсе пӑхать — вӑл та палларӗ пулас. Егорушкӑна ҫӗнӗрен кичем пулса кайрӗ. Мӑнастире каяс теместӗн-и? Каччӑна чӗрӗк кӗренке премӗк кирлӗ пулнӑ. Малтан калаканнин сӑмахӗ чун патӗнчен тухатчӗ-ха — вӑл пӑлхав умӗн те ҫаплах калаҫатчӗ, ҫаплах шухӑшланӑ та, — ҫавӑнпа ӑна хирӗҫ курайманлӑх кӑна ҫӗкленет; тепри вара хӑй тӑшмана сутӑннипе ытла та йӗрӗнтерет. — Пит пысӑк сӑлтавсем. Серёжа хӑй ҫемьине, вӑл ҫывӑхра пулин те, манса кайрӗ. Лятьевский кравать ҫинчен ҫӗкленчӗ. Вӑййи илӗртӳллӗ, ун вырӑнне камбузри сахӑр кашни кун мӗнлерех чакрӗ-ха! — Учитель! — кӑшкӑрса ячӗҫ каялла таврӑннӑ ҫырсем те, вӗсем те шӑтӑкалла пӗшкӗнсе пӑхрӗҫ. Вӗсенчен пӗрисем сывлӑшран селитрӑпа шывланакан пайӗсене сӑрхӑнтарса илсе, унтан алпа хыпашласа туйса илме май килекен типӗ те хытӑ япала тӑвассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ; теприсем минтерсемпе йӗп чикмеллисем ӑшне тултармашкӑн мрамор тӳсе вӗтетсе лараҫҫӗ; виҫҫӗмӗшӗсем тата, лаша чӗрнисем ан катӑлччӑр тесе, вӗсене чул пек ҫирӗплетесси ҫинчен шутлаҫҫӗ. Акӑ Жорж сулӑнкаласа, аллинче лампа тытса тухрӗ, лампӑн абажурӗ труба ҫумне ҫӑлӑнса чӗртет. Йӗри-тавра шӑпах, ҫын таврашӗ те курӑнмасть. Вӑл хӑйӗн ӗҫне тӑвать, ытти енчен шухӑшлама та кирлӗ мар. Весовщиков, салхуллӑн кулкаласа:— Вӑхӑт! Обоз пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлекен офицер ҫӗнӗ хула теекен вырӑнта, матрос ҫемьисем пурӑнакан хӑма бараксенчен инҫех мар, палаткӑра пурӑннӑ. Унӑн палатки ешӗл ҫулҫӑллӑ юман тураттисенчен авса тунӑ самаях пысӑк балаганпа пӗтӗҫсе тӑнӑ, балаганне халь ҫинерех тунӑран ӗнтӗ, юман тураттисем лайӑххӑн типсе ҫитме те ӗлкӗреймен. Юрать-ха — станицӑран икӗ производитель ярса пачӗҫ, ӑна астӑватӑр вӗт-ха эсир, ҫавна пула кӗсресем пирки ыйту хӑйпе хӑех татӑлчӗ. Шак хытса тӑрса юлчӗ тимӗрҫӗ. — Кам эс, Аврам?! Хӑй тӗттӗмре ҫухалчӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр каҫиччен куҫӗсене хупмарӗҫ, тӗлӗрме хӑтланнисене те ӳпресем аптӑратса пӗтерчӗҫ. Каҫ пулать, вӑл хӑйне хӑй: «Юлашкинчен эпӗ кунта, лӑпкӑ ҫӗрте ҫывӑрса кайӑп», — тет. — Эппин, пӗтрӗ лаг! Ку вӑл манӑн ҫурҫӗрти чи малтанхи хут «тӗне кӗни». Эпӗ сасартӑк ним тӑваймасӑрах, пушӑ алӑпах киле таврӑнмалла пуласран хӑраса ӳкрӗм. Мӗн вӑл, — шуйттан тӗлне пултӑр ун ашшӗ, — мӗнех вара вӑл, голова тесе, шартлама сивӗре ҫынна пӑрлӑ шыв сапса асаплантарать те, хӑйне хӑй тем вырӑннех хурать. Сӑмсине каҫӑртнӑ! Голова-тӑк, голова. Халӗ ӑна вӗлереҫҫӗ. Баймакова пусма тӑрӑх хӑвӑрт чупса анчӗ, крыльца ҫинче чарӑнса тӑрса:— Кӗр, Наталья! — тесе кӑшкӑрчӗ. Пирӗн куҫсем тӗлме-тӗл пулчӗҫ те, вӑл мана ӑнланнине, ҫакна эпӗ хам та сиснине туйрӗ пулас, эпӗ ҫакна ӑнланса илтӗм; анчах темле парӑнми уйӑм мана тепӗр еннелле пӑхма хистерӗ. Галилей сочиненине сарма чарнӑ, ватӑ ученӑя Рима — папа патне суда чӗнтернӗ. — Кам юри кӗтӗр унта! Вӑл татӑлса йӗре-йӗре ҫирӗ, унтан сасартӑк хӑйне хӗненӗ чухне чечеклӗ кӗленчисене ҫухатнине аса илчӗ. Миххе малтанхи вырӑна лартса, унӑн тӗпне пӑчкӑпа шӑтартӑм, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗҫӗпе вилка тавраш ҫукчӗ — апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ чух атте хуҫмалли ҫӗҫӗпех май килтеретчӗ. Снаряд Ҫӗр туртӑмӗнчен тухса кайтӑр тесен, ҫак хӑвӑртлӑх ҫапах та ҫителӗксӗр. — Сывлӑх сунатпӑр эппин, шӳтлеместӗр пулсан, — пуриншӗн те хуравларӗ хӗрарӑмсенчен чи чӗлхеллӗреххи. Хохол вӑраххӑн тӑрса калла-малла утма тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа та, куҫа хупса йывӑҫ вулли ҫумне тайӑнса тӑмалла е юр кӗрчӗ ҫине ларса канмалла пулчӗ, каннӑ хушӑра вӑл юн тымарӗсем хыттӑн сиксе тапнине итлесе ларчӗ. Анчах ыйтнине хирӗҫ ҫапах та каламаллах пулчӗ. Урӑх хушасса кӗтмесӗрех, темиҫе теҫетке ҫын пӗр вӑхӑтрах хӑйсен лашисем патнелле ыткӑнчӗҫ. Унран хӑтӑлма-и? Умне вӑл сенкер абажурлӑ лампа лартнӑ. Абажурне Даша инке хӑех анне туйӗнче парнеленӗ. — Мӗнех вара, туянас: укҫи пур вӗт-ха ун. «Эпӗ, улпутӑм, ялтанах килнӗ: виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ ӗҫмен те, ҫимен те, мана хамӑн ачасемех ҫуртран хӑваласа кӑларчӗҫ». Халлӗхе эпир ун пек сулӑсем курмарӑмӑр, ҫавӑнпа татах малалла кайрӑмӑр, виҫӗ сехет пӗр чарӑнмасӑр ишрӗмӗр. Яхно комиссар тӳрех чухласа илчӗ, ӑшӑх ҫанталӑк салтаксен смотрта ҫӗленнӗ чун-хавалне пит хӑвӑрт пусарать иккен. — Ытла тата эс! Хула хӗрринчи хӑй ялан чарӑнакан ҫурта кӗрсенех ӑна Бяла Черкваран пынӑ ҫырӑва тыттарчӗҫ, вара вӑл урӑх никампа курнӑҫмасӑр хӑвӑртрах Рада патне ҫитме васкарӗ. — Гертруда каларӗ, джентельмен терӗ. — Фома, тенкелӗпе пӗрлех ун ҫывӑхнерех куҫса, хутланарах ларнӑ та, сассине темӗншӗн антарса, калама пуҫланӑ. Ака унӑн ҫумӗпе хреснашшӗн рысакӗ вӗҫтерсе иртсе кайнӑ. — Ӗҫсем еплерех пыраҫҫӗ? Вӑл приказанисем парать, эпӗ вӗсене васкаса та тӗрӗссӗн туса пыратӑп. Сасартӑк вӑл:— Ҫиле май тыт, юратнӑ тусӑм! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Пукравӑн малтанхи кунӗ вӑл станицӑна ярмаркӑна кайрӗ, пӗчченех, арӑмӗсӗр кайрӗ. Вӑл пӗтӗмпе ман ӗҫ. Эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм. Анчах алӑка уҫнӑ-уҫманах малтан, карап кӑшкарӗ хыҫӗнчен, сенкер хӗлхемсем ыткӑнчӗҫ, касӑлса ҫатӑртатакан вӑйсӑр сасӑ. Пур енчен илсе пӑхсан та батарея командирӗ паян Володьӑна ӗнерхи пек, сивӗ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнмарӗ; пачах урӑхла, ун ҫине пӑхсан — вӑл ӑшӑ кӑмӑллӑ, хӑналама юратакан килхуҫи тата аслӑ юлташ пек туйӑнать. — Сӑмса пуҫне сакӑршар вершук. Соден — пӗчӗк хула, унта Франкфуртран ҫур сехетре ҫитме пулать. Илья пӗрре таҫтан ӳксе пит-куҫне амантсан, ӑна амӑшӗ ҫапа-ҫапа:— Ан хӑпар ҫурт тӑррине, чӑлах, курпун пулатӑн! — тесе кӑшкӑрнӑ. Ҫав каҫхине вӑл ытлашши сӑмахламарӗ, ҫавӑнпа та, Пӑван нимӗн те калас ҫуккине пӗлсе, унта пухӑннисем Доминикинаран ыйтма пуҫларӗҫ. Лайӑх сухаланӑшӑн колхоз правленийӗ ячӗпе бригадӑна большевикла тав! Акӑ мӗншӗн пытанать вӑл! — Хам пуҫӑмпа. Ихӑна каларӑм: апатланмӑшра чечек ытларах ларт, вӑл пӗччен юлсан вара ун валли улла калатӑр. Ҫапла хушса хӑвартӑм… Тата эпӗ… эй, эсӗ паттӑр, ан итле, — эпӗ ӑна юрататӑп. Манӑн та ҫаплах: никама та астарса илсе килейместӗп тимӗрҫ лаҫҫине, шуйттан ладӑнран тарнӑ пек, тимӗрҫ тӗтӗмӗнчен пурте тараҫҫӗ. — Халь ҫи, уҫӑлса ҫӳре, вӑхӑт ҫитет акӑ — вӗренме пуҫлатӑн. Сур хаҫат ҫине, — эп хаклӑрах паратӑп! Пӗлетӗп эпӗ, ылтӑн кирлӗ мар сана: эсӗ Ганнӑна юрататӑн, анчах хаяр аҫу сана авланма чӑрмантарать. Ҫак енчен ту хушши сарлакарах кӑна симӗс айлӑма тухать; ун тӑрӑх тусанлӑ ҫул айкаланать. Пурте ӑна кӑмӑлланӑ. Вӑл истори калама ҫук хӑрушӑ. Сӑмах майӗн каласан, мӗскӗн Артур халӗ тӗрмесенче ларакан е хӗсӗрленинчен ют ҫӗршывсене тухса кайнӑ ҫамрӑксенчен нумайӑшӗнчен телейлӗрех те-и, тен. Гусев халӗ чӑннипех те ухмаха ерчӗ пек, — аллисене стена ҫине сарса хучӗ те чупса кайрӗ: кӑшкӑрашать, ятлаҫать, чул муклашкисене ывӑтать. Чей хыҫҫӑн — ҫуллахи вӑхӑтсенче — ачасем вӑрман пек пысӑк та ҫӑра йывӑҫ пахчине кайнӑ. Пахча тип ҫырманалла аннӑ, ҫав ҫырма тӗпӗнче яланах тӗттӗм пулнӑ, унта нӳрӗ та чуна ҫӳҫентерекен темӗнле тискерлӗх ҫапса тӑнӑ. — Ҫук, мисс, манӑн сирӗн ҫӳҫ анчах мар, сирӗн пек савнӑ сӑн-пит, алебастр пек шурӑ ӳт-тир те, яштака ӳт-пӳ те пултӑрччӗ, — ҫавӑ ытлах та лайӑх пулнӑ пулӗччӗ. Ҫавсем ҫине пӑхсан, тапӑну мӗнле хӑрушӑ пулнине тата сыхланакансем мӗнле хастарлӑ пулнине ӑнланса илме пулать. Анчах, хайхи пурне те пӗлекен большевиксем, пиллӗкӗн, вӗсен ӗҫне татас терӗҫ. Дубровский аллинче уҫса хунӑ кӗнеке пулнӑ, анчах хӑй вӑл куҫӗсене хупса выртнӑ. Пӗринне, кӗҫӗннинне, ҫичӗ ҫулхи ачанне, урисене тата пӗр аяк пӗрчине кӑна хуҫнӑ пулнӑ, вӑл выҫӑпа вилнӗ пулмалла, ӑслийӗн, вунтӑватӑ ҫулхин пуҫӗ тӳрех… Хӑрани Алексейӑн вӑйне хушрӗ. Вӑл камер-юнкер пулнипе ҫамки ҫине виҫҫӗмӗш куҫ шӑтса тухман-ҫке-ха. — Ҫулӑм! — кӑшкӑрчӗ вӑл савӑнӑҫлӑн куланҫи пулса. Эпӗ чӗнмерӗм. Ку кӗнекере хам театра кайни ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ, анчах пурнӑҫра ҫапла вӑл, сехет кустӑрмисем пӗр-пӗрне шӗтӗрнекӗсенчен тивсе майлашӑнса пынӑ пек, пулса пырать. Манпа та ҫавӑн пек пулма пултарать: васкӑп та, чупнӑ май ҫылӑха кӗрӗп, вара эс мана кунтан тӳрех хӑваласа кӑларатӑн, ӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп! Шкуна ҫаврӑнчӗ те тӳрех ман еннелле пычӗ. Акӑ вӑл хамӑр хушӑмӑрти ҫулӑн ҫуррине, унтан виҫҫӗмӗш пайне, унтан чӗрӗкне ҫитрӗ. Эпӗ унӑн айӗнче хум кӑпӑкланнине куратӑп. Анчах майра-патша ӑна хай патнелле туртса илнӗ те хӑйӗн вӗри тутипе те чӗлхипеле ҫаттӑн ҫыпӑҫса ларнӑ ун ҫӑварӗ ҫумне. Павел Петрович хӑйӗн туйине илчӗ… — Эпӗ ӑна доктор Ливсине пама шутланӑччӗ… сӑмах пуҫларӑм эпӗ. Манран пирӗн пуян ехусем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ май, вӑл пирӗн апат-ҫимӗҫсемпе, уйрӑммӑнах хакла тӑракан паха апат-ҫимӗҫсемпе интересленчӗ. Ҫав хӗрарӑм хӑйне лӑпкӑ та ырӑ тытни, пур япалана та пӗлсе туни ун кӑмӑлне питех те кайнӑ. Вӑл кунта пулни ҫеҫ Грассини ҫурчӗн кичемлӗхне сирсе янӑ пек туйӑннӑ. Анчах та, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине пӗлейместӗп, эпӗ вӑранайман иккен, ыйӑх тӗлӗшпе тӗлӗкре хама хам вӑранманшӑн вӑрҫса выртатӑп. Ахаль ҫул ҫӳрекен хӑйӗнчен малтан ҫав ҫулпа никам та кайман тесе шухӑшлама пултарнӑ пулӗччӗ. Лавккаҫӑ ӑна ӳкӗте кӗртрӗ пулас, вара пысӑк мишука сӗлӗ тултарма тытӑнчӗ. Эпӗ хама шкуна ҫинчен ан асӑрхаччӑр тесе, хӑйӑрлӑ кукӑрӑн тинӗс енчи хӗррипе каяс шутпа тӳрех утравӑн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ патне чупрӑм. Фрол, пӳрнисене вилнӗ ҫын пек кӑкри ҫине хӗреслесе тытнӑ та, чӑлха вӗҫҫӗнех сак ҫинче тӑсӑлса выртать. — Мӗнех вара, хамӑннех калатӑп ҫав! Ҫук, эсӗ пурне те ӑнланса вӗренме тӑрӑш! Аса илнӗ май, «Московские ведомости» ҫинче хӗрарӑм ӗҫӗ ҫинчен ҫырнӑ Кисляков статьине вуларӑр-и? Йӑлт урӑх ҫын пулса кайрӑм. Олейник тӑчӗ, итлесе пӑхрӗ, кушак пек асӑрханса чӑтлӑхалла пӑхса илчӗ. Вӗсем унӑн тӗтреллӗ пуҫне пӗрин хыҫҫӑн тепри — е палли-тӗллисӗр аран илтӗнсе, е уҫӑмлӑн, хыттӑн, хӑлхана хупласа — киле-киле ҫапӑнаҫҫӗ. Вӑл, ялан тенӗ пекех, кулса ҫӳренӗ, ун пек кӑмӑллӑн та мухтавлӑн халӗ Кӗтерне патша вӑхӑтӗнчи ҫынсем ҫеҫ кулма пултараҫҫӗ, калаҫнӑ чухне вӑл тути-ҫӑварне ерипен пӗркелесе тӑснӑ, куҫне чеен хӗснӗ, сӑмахсене кӑштах сӑмсапа каланӑ. — Килте ҫук вӑл, вӗсем арӑмӗпе иккӗшӗ ҫырма леш енче, пахчара, купӑста шӑвараҫҫӗ. Ҫук, ку ангела та чӑтӑмран кӑларать! — Анчах, тупа тӑватӑп, мула шыранипе ҫеҫ эпӗ хамӑн пурнӑҫа тата ҫак телейсӗр ачан пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултаратӑп. Тӗрмен айсӑр та тӑвӑр коридорӗсем кӑшкӑрашса шавланӑ сасӑсемпе тулаҫҫӗ. Эпӗ телефонпа Катьӑна чӗнтертӗм. Ну, мӗн тӑватӑр, эсир кунта, пӗчӗккӗмсем!» тесе ыйтнӑ пек сӗрлеме пуҫларӗ. Серёжа, кил-ха кунта. — Аван пулмасӑр. Анчах хӑвӑрӑн планӑра тӗплӗн шухӑшласа хатӗрлес ӗҫре эпӗ сире пулӑшма пултаратӑп. Эпӗ его величествӑна авантарах курас тесе хӑяккӑн выртрӑм та ман пит-куҫ шӑпах ӑна хирӗҫ пулчӗ, тӑрасса вӑл ман патран виҫӗ ярдра тӑратчӗ. Каярахпа эпӗ ӑна темиҫе хут та алла тытса пӑхнӑ, ҫавӑнпа ун сӑн-сӑпачӗ ҫинчен ҫырнинче йӑнӑшма пултарайман. Унӑн пичӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗ йӑлтӑртатрӗ. Павела аяккине тӑратса хӑварнӑ пурӑнӑҫ халь акӑ хурҫӑ мембрана витӗр ун патне ҫӗнӗрен ҫӗмӗрсе кӗчӗ. Юлашкинчен пӗр снарячӗ ҫавракарах башньӑна шӑйӑрса иртрӗ, тепри тата ҫавӑнтах аяккинчен пырса лекрӗ, танк вара, тӗтӗм ӑшӗнчен сиксе тухса, хыттӑн кайнӑ ҫӗртех чӑнкӑр-чанкӑр! тутарса илсе, сарлака та лаптӑк йывӑр гусеницине курӑк ҫинелле сарса пӑрахрӗ те сасартӑк вӑр-вар ҫаврӑнса илчӗ. Унтан, кӑшт шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, ассӑн сывласа илнӗ те, пуҫне сулласа: — Тур ҫырлахах! Ҫаксене пурне те ҫӗнӗрен туянма пултарӑн-ши? Эпир пӗчӗк ачасем мар, арӑмне хӑваласа янӑ унашкал савӑнӑҫ шыракан ҫын ӑҫта кайса ҫӳренине пӗлетпӗр — … Манӑн Тула кӗпӗрнинче пӗчӗк имени пур. — Чӑн та! — кӑшкӑрса илчӗ Сильвер, ку хутӗнче питӗ хумханса. Ҫавӑрӑнса, вутӑ склачӗ патнелле пычӗҫ. Вутӑ тиесе хатӗрленӗ паровоз патӗнче вӗсене Артём кӗтсе тӑрать. — Тӑхта, эсӗ сарӑччӗ-ҫке, — терӗм эпӗ чӗтренсе тухакан сассӑмпа. Тепӗр кунхи ҫинчен манӑн сӑмах нумай ваклас килмест. — Эсир ҫакна мӗн пирки? — Эрбрей часовнин викарийӗ. Алексейӑн хумханнипе хул айӗсем сивӗнсе кайрӗҫ, анчах пӳлӗме вӑл хаваслӑн, кула-кула кӗрсе кайрӗ. Ҫӗнӗ сатирик — вӑл хӗрарӑмсем питех те юратмалла ҫын, анчах вӑл сирӗн кӑмӑлӑра каймӗ. Акӑ тата кубанка-ҫӗлӗк тӑхӑннӑ исполком председателӗ те, хӑйӗн яланхи маузерне аяккине ҫакса, юланутпа сиктерсе каять. — «Канлӗх мар, хӗҫ…» Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ аван тӗслӗх илетӗп. Эпӗ васкарах утрӑм та киле шӑп апат умӗн ҫитрӗм. Эпир Валя Тихоновпа кайнӑччӗ пӗрре, — чугун ҫул мастерне пӗлетӗн-и? Вӑл мана ҫав хытӑ кӑмӑллӑ халӑх ушкӑнӗнче тӑратасшӑн пулман. Анчах Боримечка шӑпах ҫавӑн пек ҫын-ҫке. Анчах шутласа пӑхнӑ-ши эсир хӑҫан та пулин иртнин сирсе сирӗлмен, йӑлт тыткӑнласа лартнӑ ҫав тери чечен влаҫӗ пирки? — Ача сывах. Манпа Пугачев хушшинчи ырӑ кӑмӑллӑ килӗшӳ пуррине кура, вӑл унпа усӑ курасшӑн пулнӑ, анчах унӑн ӗмӗчӗ ҫитеймерӗ. Хыпаланнӑран ӗнтӗ, кӗрешнӗ ҫӗрте ҫӗҫӗ татах кирлӗ пулма пултарасса вӑл аса та илмерӗ. Май килсен, мӗнччӗ, ара… пӗрер пайӑркинеччӗ. Хӑш-пӗр тӗлте, вӑрманта — йывӑҫсем айӗнче, тӳрем сӑртлӑхра — вӗтлӗх хушшинче, ҫутӑсем ҫунма пуҫларӗҫ, вара тӗттӗм тавралӑхра хулленех ҫутатакан пӑнчӑсем йышлӑланса пычӗҫ, ҫӗр ҫийӗ те пӗлӗт пек, ҫӑлтӑрсемпе илемленесшӗн пулнӑн туйӑнчӗ. Яков Лукич шӑрпӑк чӗртрӗ. Ку вӗсене ӗлӗкхи уйрӑм хуҫалӑх йӑлипе пурӑнма хӗтӗртнине пӗлтерет: нимрен те йӗрӗнмелле мар, кирек мӗнле меслет те аван — ытларах сӑптӑрса пултӑр. Столовӑйӗнче эпир пӗр кун вунпилӗк пуслӑх шӳрпе ҫиетпӗр, тепӗр кун вара иккӗмӗшне те, ҫирӗм пилӗк пус парса, илетпӗр. — Пулсан вара? Луччӗ эпӗ малтан вилӗм, вӑл ман хыҫҫӑн вилтӗр; ун чӗркуҫҫийӗсемпе урисенчен тытса пуҫҫап. Чиркӗве хирӗҫ, мӑн ҫулӑн тепӗр енче, пилӗк футран лутрах мар башня ларать. Хӑй хваттерӗпе офицерсен пуххи ҫинчен шутласси уншӑн йӗрӗнкӗҫ. Ҫутӑпа тӗттӗм пӗр вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑни ун ӑшӗнче икӗ тӑрлӗ чӑнлӑх шухӑшӗ кӗрешнӗ евӗрлех пулнӑ. Вӑл хӑй мӗнле татӑклӑн та пӗр пытармасӑр уҫҫӑн калаҫни те асрах. Катя манран тӑван мар атте пирки ҫырса панипе паманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Хӗр Леона тӑрӑхӗнчи чӑтлӑхпа пӗчченех пырать. Ҫак чӑн-чӑн совет ҫынни ҫинчен калакан повесть ҫавӑн пек ҫуралчӗ. Ан хӑра! Ӑна пур юлташӗсем те астуса пӑхатчӗҫ, тӗрлӗ ӗҫсем пирки унпа сӑмахласа ӑс ыйтатчӗҫ, ӑна ӗҫре правур пулнӑшӑн, тирпейлӗ тумланнӑшӑн, хӗрне гимназине вӗренме панӑшӑн хисеплетчӗҫ. Ту ҫинчен Островнов сачӗ патне анакан ҫыр тӑрӑх кашни ҫӗр тенӗ пекех инҫетри хуторсенчен, ют станицӑсенчен ҫынсем пыра-пыра кайнӑ. — Олеҫҫӑна хирӗҫ хамра йӳҫӗ, чирлӗ, ырӑ мар ӳпкев хускалнине туйса, хыттӑнах каласа хутӑм эпӗ. Ҫак тараватлӑ та аслӑ ҫынсем — струльдбругсем мана хӑйсем хушшине йышӑнма килӗшеҫҫӗ пулсан, эпӗ яланлӑхах ҫак ҫӗршыва юлса хамӑн пурнӑҫӑма вӗсемпе калаҫса ирттерме килӗшнӗ пулӑттӑм. Ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫне юриех малалла кӑларса тӑратнӑ ытах та илемлӗ пушмак тӑхӑннӑ ура курӑнса кайнӑ. Совет членӗсенчен чи аслисем ман майлӑ пулчӗҫ пулас, анчах вӗсем нимӗн те чӗнменнинчен ҫеҫ ҫакӑ палӑрчӗ. Ман вӑрттӑн тӑшмансем ҫак меллӗ йӳтӗмпе усӑ курса, мана тӗрлӗ енчен сӑмахпа тӗртсе каларӗҫ. Хӑш Гавриловсен вӑл? Широкийсен мар-и? Вӑл тетраде ларь ҫине хаяррӑн пӑрахрӗ те, хӑй вырӑнӗ ҫине хӑпарса выртса мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Кала тархасшӑн — ӑна корольсене хӑвалама кирлӗ пулнӑ! Лайӑх ҫын тупӑнсан, турӑ сире юрату тата ӑс-тӑн патӑр. — Ах эсӗ, ватӑ ултавҫӑ Тарӑ. — Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ?! — Румыние. — Эпӗ-и? Эпӗр ӗҫессипе мухтаннӑ: эпӗ Д.П. хӑйӗн сӑввинче мухтанӑ Б … ран та ӗҫсе ирттернӗ. Игнат кулса илчӗ. Ҫак шурлӑхлӑ вырӑнта пӗчӗк Джек татах сивчирпе чирлерӗ пуль. Анчах юлашкинчен старик чӑтаймӑн, вӑл куҫҫульсенсе кӑларас пекех: — Хам сывӑ чух уйӑрӑлма памастӑп, кил-ҫурт манӑн халь — турра тав, уйӑрӑлсассӑн пурте ыйткалама каяҫҫӗ, — теме пуҫланӑ. Кассӑн-кассӑн ӑшӑ ҫил вӗрсе иртнӗ, туратсем хушшипе ӳкекен хӗвел пайӑркисем кӗрт ҫинчи юра ирӗлтернӗ, каҫсерен ҫӑхансем салхуллӑн кӑранклатнӑ, хуралма пуҫланӑ ҫул тӗмески ҫинче кураксем вӑраххӑн вӗҫкеленӗ, юр карас пек шӑтӑкланса ирӗлнӗ, ҫул лупашкисенче кӳленчӗксем шӗлкӗшленсе тӑнӑ, вӗсенчен таврана сарӑлнӑ хӑватлӑ шӑршӑ мӗнпур чӗрчуна сӑра пек ӳсӗртнӗ. Свинка вара ерекенни-и? Пӑхса лартӑм! — терӗ те Андрей, унӑн ялан шухӑшлӑ, кӑмӑллӑ сӑнӗ-пичӗ пӗр самантлӑха йӑл ҫутӑлса илчӗ. Ун варринче кит ишсе ҫӳрет. Вӑл хӑйне хӑй ытла ирӗккӗн тыткалать, хӑлаҫланать, хыттӑн калаҫать, кулать, ҫакна кура эсир ӑна малтанах сӗмсӗр те пуҫтах ҫын вырӑнне хуратӑр, анчах кайран ку ҫынра халь тесен халь, хӑть мӗнле пулсан та, ҫапӑҫӑва тухас кӑмӑл тапса тӑнине тавҫӑрса илетӗр, хӑрушлӑха чӑтса ирттернӗ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем час та часах ҫавӑн пек кӑмӑлла пулса каяҫҫӗ; ҫапах та эсир, ку ӗнтӗ 4-мӗш бастионра бомбӑсемпе пульӑсем канӑҫ паманни ҫинчен каласа пама тытӑнать, тесе шухӑшласа илетӗр: ҫук, ун ҫинчен мар-мӗн! Кӑна пӗлес килет. Лукашка лаши ҫинчен анчӗ те, ӑна казака тыттарса, Гурка патне кайрӗ. — Эпир пемен ӑна, кадетсем пенӗ, — хирӗҫлерӗ наборщик. Сывлама вӗренӗр. Ухмах ҫын, чӑнах та, — терӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Максимыч тата Палашӑна сире вӑл ҫапӑҫу чух хуларан тухнӑ вӑхӑтсенче тӑтӑшах аякран курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Эсир пачах хӑвӑра сыхламастӑр, тет; хӑвӑршӑн куҫҫулӗпе кӗлтӑвакансем ҫинчен пачах шухӑшламастӑр курӑнать. Анчах хам кӗтӗме ҫапах кӗтсе илтӗм! — Тус, эппин! — терӗ Петӗр хуллен. Ҫак кӑткӑс ыйтӑва татса пама вӑхӑт пулмарӗ, васкамаллаччӗ, мучи вара пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах пӗкӗрӗлсе ларчӗ, анчах, тем чухлӗ тӑрӑшсан та, тутисемпе сурана лекме пултараймарӗ. Командир тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те, темле юрӑ кӗввине тӳсме ҫук пӑсса шӑхӑрма тытӑнчӗ. Мганнга — вӑл улакан ушкӑнран пӗр пуҫ чухлӗ ҫӳллӗ — сасартӑк аллине тӑсса хӳме еннелле кӑтартрӗ. — Эпӗ сана Туркестанта пурӑнать тесе шутланӑччӗ. Пӗр кровать юлнӑччӗ… Аким Бесхлебнов мучи ӑна ҫилӗллӗн кӗтсе илчӗ:— Ну, мӗн тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн-ха? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл. Ӗлӗкхинчен те чечентерех, илемлӗрех курӑнакан метро тӑрӑх Советсен Дворецӗ патне ҫити ларса кайрӑм. Эсӗ кала, пыратӑн-и? Ҫак илемлӗ шӑхӑрма пултаракан лӑпкӑ ҫынран чи малтанах кайӑксем хӑрама пӑрахрӗҫ. Вырнаҫнӑ та вӑл, пӳрнисене выляткаласа, ҫаплах-ха ним ӑнланмасӑр тӗлӗнсе ларнӑ. Унтан малтанхи пекех пӗр евӗрлӗ, илемсӗр сасӑпах, ӑна хӑпартмасӑр, антармасӑр, малалла каларӗ: — Кам вӑл — халӑх? Унтан вӑл ҫав тери тискерле кӗвӗҫ. Кӳршӗ шӑнкӑртаттарса ыйтать: саннисенчен кам «вунпӗр» ҫинче вӗҫет? — тет. Тахӑшӗ Поттертан: «Ма эсӗ тармарӑн? Мӗншӗн савӑнас-ха? — Юрӗ, вышка ҫинчен каласа парӑр. Ҫак ушкӑнран пӗртен пӗр Мердевенджиев кӑна кӑмӑла кайман чурӑс ҫын. Нимӗҫрен килнӗ капельмейстера тытатчӗ, анчах лешӗ, нимӗҫӗ, хӑйне пысӑка хума тытӑнчӗ: унӑн сиятельствипе пӗр сӗтел хушшине ларса апат ҫитерме ыйтма пуҫларӗ; вара унӑн сиятельстви ӑна хӑваласа яма хушрӗ: манӑн музыкантсем ахаль те хӑйсен ӗҫне пӗлеҫҫӗ, терӗ. Вӑл хамран питӗ асӑрханса ыйтни мана пит те кӑмӑла кайрӗ, — эпӗ хама вӗлерме тӑни ҫинчен манӑн пуринчен ытла мужиксене пӗлтерес килместчӗ. Пилӗк минут иртсен тин Ромашов ҫаврӑнчӗ те картишнелле пӑхса илчӗ. Эпӗ ӑна лайӑхах сӑнаса пӗлтӗм. Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн ачисене килти выльӑх тӑвӗччӗ, анчах лешсем хай хырамӗшӗн ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, — вара вӗсем те пурнӑҫа, вӑрӑ мунчала туртнӑ пек, туртса тӑсса пыраҫҫӗ. Аҫа ҫаптӑр пуҫне! — Аван, — шӑппӑн калать хуҫа, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе мӑльт-мӑльт туса, — фу-фу, шуйттан… аван! Эсир ҫав териех тавҫӑрса илейместӗр-и вара? Пӗчӗккӗн пыра-пыра тивкелет ӗнтӗ, ҫапах та пӗтӗмпех мар-ха. — Мӗншӗн-ха тата эпир кунта виҫӗ ял таранах пуҫтарӑнтӑмӑр? — Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр. Ҫав статья пулман пулсан капитан пирки Мускавран ним таваймасӑрах тухса кайнӑ пулӑттӑм. Белогорск мӗнтен шанчӑклӑ мар вара? Кӑшт шухӑшласан, вӑл хушса хучӗ: — Зинаидӑна — «Насус» тесе чӗнеҫҫӗ, ку вӑл — тӗрӗс. — Тӑхӑнас килмест-им? — сасартӑках кӳренчӗ Ерофей Кузьмич. Ҫак ыйту тахҫанах ун майлӑ мар татӑлнӑ пулнӑ, Оленин, ҫакна пӑхмасӑрах, хӗре хӑй мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа пама вӑй ҫитерессе тата хӗр ӑна ӑнланасса шанса тӑчӗ. «Неушлӗ? — шухӑшларӗ те Артамонов, унӑн пуҫӗ лайӑхрах ӑнланма пуҫларӗ. — Хальтерех ҫурҫӗрелле шӑвӑнсан, пире авантарах пулӗ тетӗп эпӗ, — терӗ Гленарван. — Сирӗнпе килӗшетӗп, — терӗ Паганель. — Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем европеецсене питех те кураймаҫҫӗ, акӑлчансене пушшех кураймаҫҫӗ. Эпир вӗсен аллине ҫаклансан, пысӑк инкек пулнӑ пулӗччӗ. — Тен, эпир ҫак ҫывӑхрах акӑлчансен темӗнле отрядне тӗл пулӑпӑр? — тесе ыйтрӗ Элен, пӑртак шӑпланнӑ хыҫҫӑн. — Пулӗ, анчах ӑна ӗмӗтленме кирлӗ мар, — терӗ Паганель. — Кашни тӗмеске хыҫӗнче хӑйсене сыхласа тӑма пултарнӑ вӑхӑтра пӗчӗк отрядсем хирӗҫ тухма хӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн салтаксен эскорчӗ пуласси ҫинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах ку ҫыранӑн тӑрӑхӗпе колонистсем пурӑнакан вырӑнсем пур, эпир вӗсене пӗринчен-пӗрне иртсе Окленда ҫӑмӑлах ҫитетпӗр. Эпӗ тата Гохштеттер ҫӳренӗ ҫулпала — Вайкато шывне май аялалла — кайсан та пирӗншӗн аван пулӗ тетӗп. — А кам вӑл Гохштеттер? — тесе ыйтрӗ Роберт Грант. Туртса кӑларсан, ӑна хуҫлатнӑ, Мухортый ҫинчен кутлӑхне сӳсе ӗнерчӗкне илнӗ те ӑна ҫуна ҫиттипе витнӗ. Крыльца патне пынӑ чухне — ӑна пӳртрен курнӑ пулмалла — пӳрт умӗнче ӑна халичченхинчен кӑмӑллӑрах, ҫур кун хушшинчех ӑна иленнӗ пек пӑянамӑшӗ кӗтсе илчӗ: — Юратнӑ ывӑлӑм, суранланса пӗтрӗн пулӗ-ха? Ара эсӗ вӗт ку! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн куҫӗсене хӑй ӗненмесӗр. — Ӑслӑ ача эс, анчах тавҫӑрса илейместӗн, — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ Аржанов. Анчах эсӗ ӑна епле те пулсан илех. Вӑл мӗн ҫинчен ыйтни маншӑн ҫапах та лайӑх палӑрчӗ. Ҫавӑнпа та хӑйсен ӑшӗнче: пиратсем пулса ҫӳренӗ хушӑра эпир ирсӗр ӗҫ туса, вӑрласа урӑх хамӑра хамӑр варалас ҫук, тесе шутларӗҫ вӗсем. — Ку сире тӗлӗнтерет пулас, — терӗ Санин хӑйне пӗчӗкке хумасӑр: — анчах эпӗ, пӗрремӗшӗнчен, пӗртте ӗлӗкхи пек шутламастӑп… «Мӗн, жидсем христиан чиркӗвӗсене хӑйсен аллине тара илнине тӳсетпӗр-и? ксендзсем православни христиансене турта хушшине кӳлнине тӳсетпӗр-и? Мур илесшӗ, нивушлӗ вӑл? — Павел Яковлевич! Эпӗ ҫиленетӗп ак… — Оля ачи! Кун хыҫҫӑн пирӗн кивӗ трактирта хӑрушӑ пӑтрашу пуҫланчӗ. Йывӑр ура сассисем пур ҫӗрте те кӗмсӗртетеҫҫӗ. Ҫӗмӗрлекен сӗтел-пукансен катӑкӗсем сирпӗнчӗҫ, ҫӳлте те аялта та алӑксем хупӑнса илеҫҫӗ, ҫак урнӑ сасӑпа таврари скаласем те янраса кайрӗҫ. Анчах пурте харамах — ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫул ҫине тухрӗҫ те, пире ниҫта та тупайманни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Сивӗрех ҫил вӗрме пуҫласан та, эпӗ сана чӗрем ҫумнерех пӑчӑртаса тытӑп, чуптуса ӑшӑтӑп, сан шурӑ урусене хам ҫӗлӗкӗме тӑхӑнтартӑп. Чунӑм, чӗремҫӗм, пӗчӗкҫеҫ пулӑҫӑм, мӑй шӑрҫи! Тухсам-и ӗнтӗ пӗр самантлӑха. — Тӳррипе каласан, сэр, мана вӑл питех те тӗлӗнтерчӗ. Ҫавӑнта та штаб-офицерша, тавӑрасшӑн пулса, ӑна илемсӗрлетме шутланӑ та ку тӗллевпе тухатмӑш карчӑксене укҫаллӑ тытнӑ пулас; сӑмсана касса илме урӑхла нимле май та ҫук: унӑн пӳлӗмне никам та кӗмен, Иван Яковлевич цирульник ӑна иртнӗ юнкунах хырнӑччӗ; хырӑннӑ хыҫҫӑн та юнкун кунӗпех тата кӗҫнерникун та сӑмса вырӑнӗнчех пулнӑ, ӑна вӑл лайӑхах астӑвать; касса илсен, ыратнӑ та пулӗччӗ, суран час тӳрленсе каснӑ вырӑн икерчӗ пек тикӗс тӑрса юлман пулӗччӗ. Алӑк уҫӑлса кайрӗ те, пилӗк пират, пӗрне малалла тӗксе, алӑк урати ҫинче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Ешӗл чӑтлӑхра тӗрлӗрен вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетет. Хӑй ватӑ кӗсрине ҫав «витенех» тӑратса хӑварса, сунарҫӑ ҫын йӗрӗпе пӗчченех кайнӑ. Ҫурлапа каснӑ тырӑ пучахӗ пек, хӑйӗн чӗри айне вилӗм тимӗрӗ чиксе янине туйнӑ ҫамрӑк така пек, вӑл пуҫне усрӗ, унтан пӗр сӑмах каламасӑр курӑк ҫине пӗрсе анчӗ. Анчах документсене тӑшман илсе тухса каяйман. Ҫапах та вӑл майне тупкаларӗ хӑшпӗр ҫӗввине тӑпӑлтарса ҫурчӗ те тӑхӑнса ячӗ. Роберт, эсӗ чисти хамӑрӑн хаклӑ аттемӗр евӗрлех. Сана вӑл Половцев хушнипе пемен, кунта хӑвӑра ҫеҫ тивекен япала пулнӑ пулмалла. Иоганнеум профессорӗ пултӑр та, тӗнчери улшӑнусем ҫинчен ӑнлантарса пама ан пӗлтӗр! Сӑмах май, тӗслӗхрен, чӗре курӑкӗ этемшӗн лайӑх курӑк, шӑнӑр куракӗ те лайӑх; вӗсем ҫинчен калаҫма та ҫылӑх мар: таса курӑксем — турӑ курӑкӗсем. Мичо бай хӑйӗн ҫанӑсӑр тумтир кӗсйине хыпашла пуҫларӗ. Сире эмелленни те пулӑшмасран хӑратӑп эпӗ. — Апла эпӗ сире хамах калам: мана… ҫак розӑсенчен пӗри кирлӗ. Пойндекстер вырӑн патнелле ыткӑннӑ. Сасӑсем ӳссех, янӑравлӑлансах пынӑҫем, тавлашма юратакан ватӑ темӗн аса илет пулас, — хӑйӗн ҫамрӑклӑхне-ши? — мӗншӗн тесен унӑн куҫӗсем ялтӑрама тытӑнчӗҫ, пичӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, хӑй тӳрленсе ларчӗ, тӳсейменнипе сӗтеле ҫапса илесшӗн пулса чӑмӑрне те ҫӗклерӗ, анчах ҫапмарӗ, ним сассӑрах аллине усрӗ. Пӗлӳ ӑслӑлӑхӗ икӗ пайран тӑрать: хатӗрленӳ, — ӳт-кӗлетке, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе ӑс аталанӑвӗ; тӗп, — ҫут ҫанталӑка, тӗнчене тата формулӑсене (вӗсен урлӑ аталанса ӑнтӑлакан матери ҫут ҫанталӑкпа хуҫаланма пуҫлать) тӗпчесе ӑнланни. Ҫав вӑхӑтрах, самант хушшинче чиксе илнӗ тӳрккес ыратупа пӗрле, ун сулахай куҫӗнчен йӑлтӑр-ялтӑр шурӑ ҫиҫӗм ҫиҫӗнчӗкӗсем пӗрӗхтерсе сирпӗнчӗҫ. — Паратӑр-им тата? — Юрамасть! — терӗ тухтӑр кӗскен. — Эпӗ те пӗлеттӗмччӗ ӑна, анчах маннӑ. Унтан пуҫне ҫӗклесе:— Мӗн, тет? — Хӑрарӗ пулмалла, — терӗ Павел шӑппӑн. Ну, кайран эсӗ Ружфе вӑрманне каятӑн, унта Мьелетт пулать, шӑпах леш йывӑҫ урасемпе шырлансем урлӑ ҫӑмӑллӑн сиксе каҫаканни. Хӑй сухалсӑр ҫӳренӗ вӑхӑтрах ӑна ҫӗрле икӗ хутчен чулпа пенӗ. — Иртнӗ ҫул вӑл чӑнах та кӑшт пӑсӑлнӑччӗ, — тӗрӗ Куприян. Вӗсем мӗнпур карап тӑрӑх тустарса ҫӳрерӗҫ, анчах Билль Галлей тупӑнмарӗ, унӑн экипажӗ те таҫта. Эпир ун аллинче! — терӗ. Санпа ним пытармасӑр калаҫмалла ман, ун пек калаҫма май та пур, мӗншӗн тесен эпӗ сана юрататӑп… Ачасемшӗн халӗ пурнӑҫ кӑшт ҫӑмӑлланчӗ пулмалла. Ку вара иртсе каймарӗ. Вӑл чарӑнса тӑчӗ те пӗшкӗнчӗ. Ҫавӑн чух ӗнтӗ эпир, салтаксем, вырӑнтан тапранмастпӑр, тесе сӑмах патӑмӑр. Вут ҫутинчен тӗттӗм ҫӗртине пӑхса курма питӗ хӗн, ҫавӑнпа вут ҫути, йӗри-тавра хура чаршав карса хунӑ пекех, тӗттӗм курӑнать. Инҫетре, ҫанталӑк хӗрринче анчах палӑрнӑ-палӑрми ҫӳллӗ сӑртсемпе вӑрмансем курӑнаҫҫӗ. — Мӗн чухлӗ? Тетӳ-и? — Мӗскӗн чӗрчун, тен, выҫӑпа пӑсӑхнӑ пуль, сан сахӑрунтан ытла яшка ҫийӗччӗ. — Эпӗ нимӗнех те курмастӑп, шурӑ юрпала таса кӑвак тӳпесӗр пуҫне унта ним те ҫук. — Мӗн куртӑр? — Кунта! — тесе сас панӑ Ваҫили Андрейч. Симурден пурин сехрине хӑпартнӑ. Вӗсем, сарайсен айккинче, йӗпенсе хуралса кайнӑ ҫатан картасен ҫумӗнче апат шыраса, тӑрӑшсах чаваланаҫҫӗ, мӑнаҫлӑ кӗрнеклӗхне кӑштах ҫухатнӑ йӗпе автансем, ҫумӑра пӑхмасӑр, пӗрин хыҫҫӑн тепри янӑратса авӑтаҫҫӗ, вӗсен хаваслӑ сасси кӳлленчӗксенче ним именмесӗр шыва кӗрекен ҫерҫисем чӗриклетнипе, ҫумӑрпа тусан шӑрши кӗрекен, хӑй патне ачашшӑн чӗнекен ҫӗр ҫийӗн ярӑна-ярӑна вӗҫекен чӗкеҫсем йӑнӑшнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ. Юлташсем те манпа лайӑх пурӑнатчӗҫ — ахӑрнех вӗсем мана ытла пӗчӗккине кура кӳрентересшӗн марччӗ пулӗ. Пирвайхи кунсенчех эпӗ икӗ хулиганпа туслашрӑм, ирӗк вӑхӑта ахаль ирттерместӗмӗр вара. Ан пӑшӑрханӑр. Том, паллах, ывӑлӗ куҫ умӗнче пулнипе йӑпанать, анчах та ҫак йӑпану ӑна хакла ларать. Нечо бай ӗҫ мӗнле иккенне ҫавӑнтах тӗшмӗртсе илнӗ. — Юрӗ, — тет Мери Джейн. — Эпӗ ҫапла тӑвӑп. Ҫав пружинӑна вырнаҫтарасса кӗтсе илессӗн те туйӑнмасть. Савӑнӑҫ ҫав тери хумхантарнипе, чирлӗ ҫын халран кайрӗ, урисем чӗтреҫҫӗ. Ывӑлӗ ярса тытман пулсан, вӑл кайса та ӳкетчӗ-и тен. Вӑл мана ыталаса илчӗ те чуп тума тытӑнчӗ. Урамра пылчӑк, пӳрт чӳречисенчен ҫынсем пуҫӗсене кӑларса шӑхӑраҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, аллисемпе сулаҫҫӗ. — Ҫитменнине — хӗрачана! Вӑл тухса кайсан, Ромаҫ шухӑша кайса ҫапла каларӗ: — Ӑслӑ ҫын, тӳрӗ. Ӳсӗрӗлме пуҫланӑ пирвайхи минутсем аван мар пулнӑ, эрех Петр хӑй ҫинчен, ҫынсем ҫинчен шухӑшланисене тата хаяртарах, йӳҫекрех тунӑ, пӗтӗм пурнӑҫа усал, темле шурлӑхри пек симӗс тӗслӗ туса хунӑ, ӑна вӗресе тӑнӑ пек хӑвӑртлатнӑ; — Манӑн ҫирӗп пӗлмелле, татӑклӑ шутларӑн-и, ҫук-и? Халлӗхе вара ҫак вӑрман ҫимӗҫне тутанса пӑхас килмест-и? Вӑл питӗ тутлӑ, шыв ӗҫес килнине ирттерет. Вӑл каллех хыҫала тӑрса юлчӗ те, хурӑнсем айӗнче, Осип Михайловича ҫавӑтса кайнӑ ҫӗрте мӗн пулса иртнине кураймарӗ. Хӑйӗн кукша пуҫӗпе хӗремесленнӗ питне тата пӗркеленчӗк мӑйне офицер картузӗпе шӑлса типӗтнӗ май, старик пӗрехмай кӑмӑллӑн мӑкӑртатса пырать: — Ха эс ӑна, хӑвалать, э? — Лайӑх пӗлсех калатӑп, паллах ӗнтӗ. Чӑн-чӑн улпутсем манерлӗ… — Эсир апла шухӑшлатӑр-и? — тет Зеб Стумп. Эппин, ӑна чӑнах та хӑрарӑм-тухатмӑш тунӑ. Ҫакӑн пек аптраса ҫитнӗ чухне эпӗ сасартӑк ещӗкӗн ӳчкӗлсем ҫапнӑ енче чӑрмаланӑ сасӑ илтрӗм, е мана ҫапла туйӑнчӗ пулӗ, унтан вара ещӗке шыв ҫинче буксирласа туртнӑн туйӑнчӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ещӗке кӑрт та карт турткаланӑ пек те туйӑнатчӗ. Вӑл шыва тарӑна пута-пута анатчӗ те, ман пӳлӗмре пӑч тӗттӗм пулса тӑратчӗ. Огнянов тертленсе те пулин шыв урлӑ утса каҫрӗ, тепӗр ҫырана тухсан, ларса канчӗ, — сивӗ шыва пула ун урисем кӳтрӗҫ, суранӗ тата ытларах ырата пуҫларӗ. Талькава аллинчен ярса тытрӗ те, ниҫта кайса кӗреймесӗр Роберт ҫапла каларӗ: — Es mio padre. Эпӗ сана темӗн туса тӑкӑп, ху ӗмӗрне те шухӑшламаннине курӑн. — Чӑнах та, Талькав чӑнах та пӗр япаларан тӗлӗннӗ, — терӗ вӑл. Ҫултан-ҫул, паллӑ ӗҫсем ӳссе пынине пула, вӑл та унпа пӗрле ӳснӗ. Сирӗн таврара ӗнтӗ халь ирхи хӗвелпе йӑлкӑшса, ҫиҫсе выртакан тинӗс, малта — тӗве тирӗнчен ҫӗлетнӗ пальто тӑхӑнса янӑ ватӑ матроспа сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ ача, ачи — пӗр чӗнмесӗр, тимлӗн, кӗсменсемпе ишет. Эсир йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ пысӑк карапсем ҫине пӑхатӑр, вӗсем бухтӑра тӑраҫҫӗ, хӑшӗсем ҫывӑхра, хӑшӗсем — инҫетре. Степан Иванович тӑрантарса пурӑннӑ ҫерҫисем пуҫӗпех харсӑрланса ҫитрӗҫ. Дубровский вӗт вӑл, — терӗ. Хырӑмра кастарса, турткаласа ыратни иртсе кайнӑ та, вар-хырӑм пӗрехмай, пӗрпек ыратма пуҫланӑ, хытса ларнӑ хырӑмлӑх темле пӗтӗрӗнсе ларса пыршӑ-пакартасене хӗстерсе хунӑ пекех туйӑннӑ. — Ҫапӑҫнӑ ҫав, ҫапӑҫнӑ. Анчах тахҫан ӗлӗк вӑтам шкулти учитель пулнӑ вӗт-ха… — Кирлӗ пулнипе учитель пулнӑ, юратнӑ пан! Чӗлхӳне ан тӑс-ха эсӗ, тӑванӑм… Унта хӑшӗсем апат ӑшӑтаҫҫӗ, теприсем асапланса пӗтнӗ выльӑхӗсене тӑрантараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем, ним шухӑшсӑр, юрӑ ӗнӗрлесе лараҫҫӗ, тӑваттӑмӗшсем, такама кӗтсе, ушкӑнпа пухӑнса тӑнӑ. Ҫав минутра мистер Ольбинет апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Гленарван кают-компанине кӗме ыр сунчӗ. Амӑшне курчӗ те тӳрех ун патне чупрӗ. Бригран типӗ ҫӗре ҫитиччен тӑхӑр мильрен ытла пулмалла мар пек туйӑнчӗ. Джемма амӑшӗпе юласшӑн пулчӗ, анчах леш ӑна хӑваласа ячӗ. Ҫенӗкре йывӑҫ чашкӑ ҫинче ҫунса пӗтеймен ҫурта ҫӑтӑртатса тӑрать. Манӑн казак, хам ӑна ҫывӑрма хушманччӗ пулин те, пӑшалне аллине тытнипех ҫывӑрса кайнӑ. Кӑштах вуласа пӑхӑр-ха эсир те. Эпӗ йывӑрах суранланман, анчах манӑн вӑй-хал пӗтнӗ. Сӑнран пӑхма хӑй ытлашши шухӑскерех те мар, лутра кӑна ҫын, анчах ӗҫлессе сиртен пуринчен те лайӑхрах ӗҫлет… — Ҫӗрле ӑҫта пултӑн эсӗ? Ҫапла майпа, рулевой карапа кӑтартнӑ ҫулпа тытса пырать-и е, пач урӑхла, хӑнӑхманнипе е тирпейсӗрлӗхе пула, ӑна хумсем ҫийӗн урӑх еннелле сиктерет-и — капитан ҫакна каютӑран тухмасӑрах пӗлме пултарнӑ. Кайран Воропаев вӑл килсе кайни ҫинчен чылай шухӑшларӗ. Тепӗр тесен, эпӗ чӑнахах та помещица. Эпӗ именине те хамах тытса тӑратӑп. Манӑн Ерофей староста — тӗлӗнмелле этем, чӑн-чӑнах Куперӑн Патфайндерӗ пекех: ун ӑшӗнче темӗскер нимӗнскерпе те ҫыхӑнса тӑманни пур. — Грэй пулсан… — теме пуҫларӗ Сильвер. «Мӗншӗн хускалманнине ӑнланма та йывӑр, — шутларӗ капитан. Ку япалашӑн ним те шел мар, тӑкакне ӗҫе тухни саплӗ, ҫакна эпӗ сире кайран чӑннипе кӑтартса парӑп! Леш патриот-и? Джон Мангльс питӗ ҫыпҫуллӑ сӑлтавсем кӑларса тӑратрӗ, ҫавӑнпа Гленарванпа Паганелӗн — пассажирсенчен чи чӑтӑмсаӑррисен — вӗсемпе килӗшмеллех пулчӗ. Шӑрӑх пулнипе унӑн пичӗсемпе аллисем тата кӑкӑрӗ йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Вӑл, аллипе сухалне пуҫтарса тытса, амӑшӗ ҫине пӑхрӗ те ун патӗнчен кайнӑ чух:— Мӗн эсӗ ман пата кӗрсе тухмастӑн? Ҫакӑнта калаҫнӑ япаласем ҫинчен пӗр сӑмах та кӑларнӑ ан пултӑр. Эпӗ киле питӗ хӗпӗртесе таврӑнтӑм, вӑл мана йӑла-йӗрке тирпейлӗхӗ енчен те пуринчен лайӑх хӗр пек туйӑнчӗ, вара тепӗр кун эпӗ ӑна хама качча тухма сӗнтӗм. — Чӑн та ҫапла, аннеҫӗм! Ҫаврӑнса пӑхатӑп: Грушницкий! — Хӗрарӑмсене фургонтан тухсан авантарах пулмӗ-ши? Пӗр сехет ытла кайсан, эпир пысӑк вӑрман хӗррине пырса ҫитрӗмӗр, анчах ку вӑрман «Гретхен порчӗ» патӗнчи пек «кӑмпа» вӑрман мар. Ҫамрӑк хӗрарӑм карҫинккине тротуар ҫине лартнӑ та урам леш енче тӑрать, Скайльса тӗсет. Муана патша аллисене хӑрушшӑн Уэлдон миссис еннелле тӑсрӗ. Калаҫма пуҫларӑмӑр та — тӳрех ӑнран кайрӗ. Пугачев хута илчӗ те, хӑйне мӑнаҫлӑн тытса, чылайччен ун ҫине пӑхса тӑчӗ. Вӑл чылай енчен фабрикӑри тап-таса ҫӳрекен, ялан шӳт тӑвакан платник Серафим евӗрлӗрех пулнӑ; Серафим ачасем валли шӑхличсемпе пӗчӗк пӑшалсем те, вӗсене пытарма тупӑксем те яланах пӗр пек хаваслӑхпа тата ӑста туса пынӑ. Мускавра паллӑ педагог Н. А. Татаринов профессор пурӑнать, вӑл Арктикӑна ҫӗнтерсех пыни ҫинчен ҫырнӑ статьясен авторӗ иккен. Ҫапах та кӑнтӑрлахи апат аванах иртрӗ. Унӑн пуҫӗ ҫинчи виҫ кӗтеслӗ сенкер тутара ҫил вӗлкӗштерет; пуҫне уснӑ хӑй, питне аллипе хупласа, крыльца ҫине хӑпарать, Фока ӑна тытса пырать. Ҫул ҫинче хыпаласа тупма пултараҫҫӗ, — мӑя пӑрса татаҫҫӗ вара. «Каятӑп, каятӑп, мур илесшӗ!» Нивушлӗ ӗненмелле? Ҫук, пулма пултарас ҫук. Пирӗн куҫсем курни — вӑл ахаль галлюцинаци ҫеҫ, чӑннипе кунта нимӗн те пулман. — Вӑрҫатӑп! — терӗ Ольга, йӑмӑкӗ ҫинчен куҫне илмесӗр. Пӗр музыкантсем кӑна хӗрӗх ҫын пурӑнатчӗҫ. Ҫаксене пурне те ӗнтӗ Николай Антоныч укҫипе туяннӑ пулнӑ. Яланхи пекех ҫамрӑк ачалла йӑл кулса илчӗ. — Вара аяккалла шӑвӑнтӑм! — терӗ вӑл. — Мӗнле апла? «Пилигрим» ҫӗмӗрӗлни ҫинчен ҫыран хӗрринчи ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах юнашарта пурӑнакан халӑхсен йӑхӗсем илтрӗҫ те пулӗ ӗнтӗ. Ҫыран хӗрринчи пиратсем килсе тапӑнсан, вӗсем тапӑннине сирсе яма пурин те пӗрле пулмалла пулӗ. Мӗн турӑм эпӗ сире? Ман ҫинчен ун пек шухӑшлама кам ирӗк пачӗ ӗнтӗ? Шурӑ Кашкӑр ҫакна мӗнпе те пулин паллӑ тӑвасшӑн пулнӑ. Эпӗ вара, чӑн-чӑн хӑрушӑ япаласем пӗлетӗп, манӑн сире пӑртак лайӑх мар пек туса ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартнисемпе сире хумхантармашкӑн никам тавлашса илмелле мар право пур, — вара эсир хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен тата мӗнпе пурӑнни ҫинчен аса илӗр. Вӑл Франци ҫӗршывне пирӗнпе пӗрле анмаллаччӗ. Мӗн тӑвас тен — халь пирӗнсӗр ҫитӗ. «Пӗлместӗн пулсан, сан мӗншӗн пирӗн пек калаҫмалла-ха?» — ыйтаттӑм эпӗ хам ӑшра унашкал ҫынтан, питӗ йӳҫҫӗн тӑрӑхласа. Фома тумланма тытӑннӑ. Ашшӗ, пуҫне усса:— Сывлама та хӑратӑп… Ав епле ҫамрӑксем ҫӗре кӗрсе выртрӗҫ, манӑн ӗнтӗ тахҫанах унта кайма вӑхӑт. — Ну, улпутсем, итлӗр-ха, — терӗ Дубков, — апатланнӑ хыҫҫӑн пирӗн дипломата алла илмелле вӗт. Ҫав кӗлле вӑл библири сӑмахсемпе хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ проповедьсене хутӑштарса, вӗсене ҫӳхе цементпа ҫыпӑҫтарнӑ пек, ҫыпӑҫтарса хунӑ. — Саспаллисем тетӗн-и? Анчах санӑн, паллах ӗнтӗ, ӗҫлес пулать, чӑнах вӗт? Ҫапла вӗсем темччен кайнӑ. — Кирлӗ мар, тӑванӑм, кирлӗ мар! Числона астӑваймастӑп. Уйӑх та ҫук. Ҫакӑншӑн ӑна герцог йӳтенӗ сӑрнаккай тесе вӑрҫрӗ, королӗ те парӑмра юлмарӗ, вӗсем тытӑҫса ӳкрӗҫ, эпӗ ҫак вӑхӑтра тухса шӑвӑнтӑм та юханшыв хӗрнелле вӗҫтертӗм, ура ҫӗре перӗнмест. Акӑ хайхи майлӑ самант ҫитрӗ тетӗп, халӗ ӗнтӗ вӗсем пире, Джимпа иксӗмӗре, часах кураймӗҫ. Акӑ кунта манӑн вӑл ӗҫпе кӗнеке те пур. Хупахсӑр пуҫне ҫынсем ниҫта та савӑнӑҫ тупма пултарайманнине вӑл хӑех пӗлет. Ҫав сӑмах унӑн чӗрине ытла та ҫывӑх пулчӗ. — Василий Петрович, — терӗ есаул, майор патне пырса: — вӑл парӑнмасть — эпӗ ӑна пӗлетӗп; алӑкне ҫӗмӗрсен, пирӗннисене нумайӑшне вӗлерсе пӗтерет. Гимназистсем ун умӗнче яланах хӑйсен вӗреннӗлӗхӗпе мухтаннӑ пек, унӑн вӗренменлӗхӗнчен кулнӑ пек туйӑннӑ ӑна. — Ҫавӑн пек ыйтнипе Морис унпа пӗр хут ҫеҫ мар тӗл пулнӑ. Анчах ӑҫтан тупмалла-ха регулярлӑ ҫарсене? Сенӗкне улӑм купи ӑшнелле чикрӗ те ҫӗклеме хӑтланчӗ — анчах ҫӗклеймерӗ. Ӑна Аня Воропаев хушнипе килнӗ пек туйӑнчӗ; эппин, Воропаева мӗн те пулин пулнах. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ҫакна та асӑрханӑ: Ефим ятлаҫать пулин те — ун наҫилкки ыттисенчен туллирех пулнӑ, ҫӳрессе те вӑл хӑвӑртрах ҫӳренӗ. — Ҫиччӗмӗш эрне… Ҫутӑ ӳкнӗ чӳрече рамисем хушшинчен виҫӗ ача пуҫӗ курӑнать. Анчах Киш кӑтартнӑ тӗле ҫитсен вӗсем вӗлернӗ упасене кӑна мар — чӑн-чӑн сунарҫӑ пекех тушкисен ӑшлӑхне кӑларса пӗтӗмпех вакласа хунине те курнӑ. Кӑнтӑрлахи ҫав тери вӗри ҫанталӑка тата питӗ хытӑ килнине пула ман пуҫра, темле калама ҫук пысӑк насуспа пӗр чарӑнмасӑр уҫланӑ евӗр, юн шавласа тӑратчӗ. «Ах, Петр Александрыч! — терӗ вӑл пӑшӑлтатса, чӑннипех шанчӑк ҫухатнине палӑртакан сасӑпа, унтан, атте питӗркӗҫне уҫма хатӗрленнине асӑрхасан, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле хушса хучӗ: — Кунтан кӗме ҫук, хӗрсен пӳлӗмӗ урлӑ кӗмелле». — Эпӗ те Гэндса пӗтӗмпех шанаймастӑп, — тесе йышӑнчӗ капитан. Эсӗ чаратӑн-им мана, куҫлӑхлӑ йӗке хӳре? (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ҫавӑнпа та Давыдов кӑвар ҫинчи пекех ларать. «Тӑхта-ха, атте! Пытарма каякан процесси малалла иртсе курӑнми пулчӗ. Рубеж тӑрӑх вӑл е лашапа, е ҫуран хыпаланса пӑхса ҫӳрет, сайра-хутра кӑшт тапак турткалама ҫеҫ ларкалать. Пуриншӗн те вырӑн хатӗр унта, вилӗмрен тараймӑн… апла-тӑк, вӑхӑтсӑр хытма юрамасть… — Мӗн суйса тултарнӑ унта? — пӳлчӗ Пугачев. Пире сивӗ, кӗтсе тӑма кӑмӑлсӑр. Пурте фермӑран тухса вӑрманалла чупрӗҫ. — Инди океанӗпе пырать… — Пӗр сӑмахпа, эсӗ кирек те мӗнле шухӑшла, анчах эпӗ сан ҫинчен Василий Васильевича пӗлтеретӗп, — терӗ те вӑл, Воропаева ӗнсинчен тытса, ӑна хӑйӗн вӑйлӑ аллипе силлерӗ. Вӗсен аллисенчен ан вилтӗр! Рулевой салхуллӑн ӳпкелешрӗ: — Мӗн патне илсе ҫитерчӗҫ мана? Тӗнрен вӑйли нимӗн те ҫук. Эпӗ часах ҫӑкӑр, шыв тата хама кирлӗ ытти пур япаласене те ыйтса илме вӗрентӗм. Ҫапах та анне ӑна ыран хӗрӗпе пӗрле пирӗн пата апатланма килме чӗннӗ-мӗн («хӗрӗпе» тенине илтсен, эпӗ пуҫа турилкке ҫинелле усрӑм), — мӗнле пулсан та, княгиня — кӳршӗ тата ятлӑ ҫын. Ҫывӑхра утравсем е чуллӑ вырӑнсем пурри ӑна тӳрех курӑнать. Унӑн ҫав ӳсӗр выльӑхсӑр пуҫне урӑх тӑван ҫук-ши, ҫавна пӗлес тетӗп, — пулсан — ӑна шыраса тупас пулать. — Кӳренмелле, — тесе ячӗ Гленарван. Пирӗн ниҫта та васкамалли ҫук: санӑн обществӑнта нихӑҫан та кичемленес ҫук-ҫке. Хамӑн чи малтанхн шухӑш — атте ан ҫилентӗрччӗ, ирӗксӗр киле тавӑрӑнма тивнине вӑл — ку юри, хӑйӗн сӑмахне итлесшӗн мар пулса таврӑнчӗ, тесе каласран шикленни. — Турӑ ырӑ кӑмӑллӑ, — терӗ вӑл. — Урапапа. — Начар мар матроссем тесшӗн эсӗ, — тесе тӳрлетрӗ ӑна Сильвер. Ме, ӗҫ-ха, авантарах пулӗ!.. — терӗ амӑшӗ ҫемҫен. Мӗн ӑнланаймарӑн-ха эсӗ унта? Пӗр тухса каятӑн та, каятӑн вара, — терӗ вӑл кӑштах хыттӑнрах, — чӑн та ӑшчик ҫӑмӑлланать. У! ӑслӑ пуҫ пулас! Ҫулсем тӗлӗпе, сасартӑк ҫинҫе сасӑпа шӑхӑрса, тискер те хыткан «мессершмитсем» ирте-ирте каяҫҫӗ, ҫынсем вара, усал кайӑк саслӑн чӑклатса ҫурӑлакан пульӑсенчен хӑтӑлас тесе, сехре хӑпнипе, ҫултан аяккалла ыткӑнаҫҫӗ. — Ӑҫта Уэлдон миссис? — кӑшкӑрса ячӗ Дик, американец патнелле ҫывхарса. Дон таврашӗнчи курпун сӑртсен шурӑ юпписем ҫинче тӗтре ҫакӑнса тӑрать, ҫавӑнпа сӑрт тӑрри халлӗхе курӑнмасть-ха. Фома ун хыҫӗнчеи салхуллӑн, кӳренӳллӗн пӑхса юлнӑ, унтан куҫхаршисене хутлатса илсе, пуҫне усса, майӗпен сад варринелле утнӑ. Джо Гарпер пырса тухрӗ. Вӑл та ҫавнашкалах ҫӑмӑл костюмпа, пуҫӗнчен пуҫласа ура кӗли таранах хӗҫпӑшалланса тӑнӑ. Телее пула, Мориспа пӗрле Фелим пулнӑ, ахалӗн ун пурӑнӑҫӗ пачах та начар пулнӑ пулӗччӗ. Кӑнтӑр апачӗ тӗлне, пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек, икӗ ҫамрӑк колхозница ача ҫуратнӑ. — Мӗн ку, допрос-и? — ыйтрӗ Базаров. Ҫавӑн пек пулнӑ та вӑл, ҫапла пулать те. — Ҫапла, пичет ирӗклӗхне пысӑклатма ыйтса петици памалла. Типӗ урисене чӗр куҫҫирен ҫӳлерех авса ҫыхнӑ гетрӑпа хупланӑ. Ӑна та, герцога йӑпатнӑ пекех, йӑпатма тытӑнтӑмӑр, анчах вӑл: «Ан чӑрманӑр, хуйхӑм-суйхӑм хам вилмесӗр те пӗтес ҫук», — терӗ. Мӗнлерех юратупа ҫиҫсе ялтӑранӑн курӑнатчӗҫ ӑна вӗсен куҫӗсем тӗкӗр умӗнче хӑйсен ҫӳҫӗсене васкаваррӑн тӳрлеткеленӗ вӑхӑтра! Манӑн кӑвак сӑрӑ ҫеҫ; апла пулин те эпӗ сунара кайнине ӳкерме шут тытрӑм. Петра хирӗҫ ҫакӑнса тӑракан картина ҫинче юмахри пек шурӑ лаша мӑйне мӑнкӑмӑллӑн кукӑртса тӑрать, унӑн ҫилхи ӗненмелле мар вӑрӑм, ҫӗре ҫитнех усӑнса аннӑ. Малалла пӑхрӑм та, ыттисем те пурте кӗпесӗр! «Ахаль мар вӑл кольчуга тӑхӑннӑ, вӑл мӗн те пулин тӑвасшӑнах», — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл сана виҫӗ утӑмранах ӳкерсе хӑварать, чул ҫине ӳксе ӗнсӳне хуҫасшӑн-им? Каятӑп, эпӗ ҫителӗклех юнтартӑм ӗнтӗ. Савӑнса ҫӳреме чарни Техасра колонист-европеецсем курӑна пуҫланӑран-и колонистсемпе индеецсем хушшинче мӗн-мӗн пулса иртни чи хӗрсе калаҫмалли тема пулса тӑнӑ. Якалса кайнӑ аркӑллӑ кӗрӗк пиншакне вӑл йӳле янӑ, икӗ йӗс тӳмепе тӑп-тӑп тӳмеленӗ кӑвак салтак гимнастёркин ҫухави слесарь кӳлепине уяври пек тирпейлӗ сӑн кӗртет. Шкуна кашни хут сиксе илмессеренех, хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ вӑрӑ-хурах ӳт-пӗвӗ ҫӳлелле сиксе илет. Анчах куратӑп, унӑн пит-куҫӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмасть — малтанхи пекех вӑл, шӑлӗсене йӗрсе кулса выртать. Америка континенчӗ кӑнтӑралла ҫав тери вӑрӑм тӑсӑлать, эпир ӑна нимле те иртсе кайма пултараймӑпӑр. «Тю, шуйттан, ку ӗне, Тимоша, эпӗ ҫын тесе», — терӗ Лушка. Анчах унӑн чейникӗ ҫукчӗ-ха. Марья Кириловна, князь сӑмахӗсемпех хыпӑнса пӑлханнӑскер, вӗри куҫҫуль юхтарса, ашшӗ ури умне ӳкрӗ. Виҫмине эпир Мускава пурӑнма куҫатпӑр. Вара кам та кам ӗҫместчӗ, вӑл инкек куратчӗ. Акӑ тусем! — Сахалтан та виҫӗ кун иртет. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн пӳлӗмне питӗрӗнсе ларнӑ та хӗрсе кайсах ӗҫе тытӑннӑ. — Николая парӑр та хӑвӑртрах ачасемпе сывпуллашма килӗр. Унӑн чӗри тӑтӑшах тапать, пуҫӗ вут пек вӗриленсе пырать. Мул шырама каясси — пӗтӗмпе каласан, манӑн ӗҫ пайне кӗмест, ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑн пек занятисем патне уйрӑмӑнах ҫак занятисем вӑрттӑнла пулсан, хам вӗсем патне туртӑннине туймастӑп, вӑрттӑнлӑхне вара (каҫарма ыйтатӑп, мистер Трелони) попугая каласа панӑ. Хунавсен речӗсем хушшипе ҫӳхерех сенкер кӗпеллӗ хӗр ҫӳрет, аялта тем тӑвать, пӗшкӗнет, унтан каллех тӳрленет, хӑй юрлать. Куҫӗсем уҫӑ пулнӑ, анчах вӗсем икӗ кӗленче шӑрҫа пек пӑхса тӑнӑ: чунсӑр, хӑрушӑ, сивӗ куҫсем! — Эккей! Вӑл ҫывӑрать те, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрса, эпир иксӗмӗр кӑна, ҫак кӗске те телейлӗ каҫ час иртет пулин те, пурпӗрех ӑна эпир тӗнче тӑрӑх ахӑрашса ҫӳрекен пургаран туртса илтӗмӗр-ха. … — Риварес! — терӗ те Мартини, турех Пӑван умӗнче чарӑнчӗ. Хӑшпӗр чух эпӗ ҫавӑн ҫинчен Петр Васильевичпа калаҫатӑп. Старик таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ те чансен шутне хӑвӑрттӑн шутласа тухрӗ, унтан мӗн пулма пултарасса пӗлмен пирки вӑл сасартӑк пӑшӑрханма тытӑнчӗ те хӑракан пулчӗ, мӗн пулнине чухласа илеймесӗр, аптраса тӑчӗ. Вӑл хупах хуҫи арӑмӗн сассине уйӑрса илчӗ. Унӑн ҫыруне илнӗ хыҫҫӑн Мускав хула Совечӗ ӑна пӳлӗм пачӗ. Чи кирли — кӗнекесем ҫук, алӑри пӳрнепе шутласа тухма пулать, вӗсем те кивӗ-кирӗк. Кунти тӳпе тӗсӗ Ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ пек мар. Эпӗ сана мӗнешкел юратнине каласа та параймастӑп. Лӑпланас тесе вӑл ҫуна ӑшне ларнӑ та пирускӑпа шӑрпӑк кӑларма тытӑннӑ. Хамӑрӑннисенчен хӑварассине эпир халех шутласа пӑхӑпӑр. — Мӗн савӑкки пур унта? — хушса хучӗ вӑл. — Тӑхта, земляк! — Пӗлместӗп, — терӗ палламан ҫын. — Эпӗ ҫӗршывӑн шалалли вырӑнӗсене аван пӗлетӗп, унта эпӗ час-часах пулатӑп, анчах ку ҫырана пӗрремӗш хут килсе лекрӗм. Анчах эпӗ мӗншӗн те пулин калама чарӑнсассӑн, вӑл ҫавӑнтах:— Пӗтрӗ-и? — ыйтатчӗ. Вӑл вилнӗ пиркиех Кассий Кольхаун та хуйӑха ӳксе, салхун ҫӳреме пуҫламарӗ-ши? Тӑраничченех макӑрӑр-ха эсир пурсӑр та! Ун урисем пуҫ ӳтне лекеҫҫӗ… Чи тӗлӗнмелли ку мар-ха. Фургон пӗчӗк крепӑҫ пулса тӗчӗ. Унӑн тавра лагерь туса хучӗҫ, икӗ ҫынтан хурал тӑратрӗҫ. Ҫӗнӗ ҫӑпата тата шурӑ тӑлине мӑкшӑлла ҫавӑрса сырнӑ Серафим, Артамонов умӗнче ҫаврӑнкаласа, хӑй хуҫана чун-чӗререн парӑннине палӑртса юрларӗ: — Кам килет, кам килет? — Хӑй килет, хӑй килет! Анать те анать, пӗрте васкамасть хӑй. Гусев тӗрӗслев экранӗсен умне (Правительство вӗсемпе хулари куҫӑма сӑнаса тӑрать) хӗрарӑмсемпе ачасене тӑратса тухма хушрӗ: вӗсен Тускуба сӳрӗккӗн ятламалла. Пичкесене пӗр самантрах ыткӑнтарса ячӗҫ те, тинӗс ҫинче ҫу сийӗсем саралчӗҫ. — Мӗнле? — Хӗрлӗ… вӗри… — терӗ ҫамрӑк пит шухӑшлӑн… Анчах ҫавсемех тата вӑрӑ-хурахсене хӑйсем вӗлернӗ ҫынсен мимисемпе юнӗсем тӗлӗкре курӑннине ытлашши ҫепӗҫлӗхпех ӗненеҫҫӗ. Ҫук, вӗлерӳ — яланах вӗлерӳ. Ку сӑмахсене илтекенсем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Пухӑвӑн команднӑй пунктчӗ трибуна патӗнчен сисӗнмесӗрех зала куҫрӗ. Эсир хӑвӑрӑн тетӗрсемпе тӗл пулма юрать тесе шутлатӑр-и? Вӗсем сире ирхине сывлӑх сунса чуптума тӑраҫҫӗ те, эсир… — Ҫитӗ, ҫитӗ. Ҫук-ҫук, кирлӗ мар. — Кун пирки калаҫу пулман вӗт-ха пирӗн, — тӳрре тухасшӑн пулчӗ Антип. Ҫакӑнта тӑракан ҫынсем хушшинче мексиканец хӗрне юратаканнисем нумай. Камерон Диллон тухтӑрпа Роберт Моффа юлташӗсене ҫухатнӑ. Анчах вӗсен пӗлтерӗшне паян эпӗ уҫҫӑнах курса тӑратӑп! — Никам та ҫук, — тет учитель, — мана вӑл Мускавран хӑй паллакан ҫын урлӑ ҫырса илчӗ, лешин поварӗ, манпа пӗр ҫӗршыври ҫын, мана чӗнсе илме сӗннӗ, рекомендаци пачӗ. Ку сӑвай ҫинче ларакан ялти тискер ҫынҫиенсем пулчӗҫ. Ку планета та тӗрӗс мар, ылхан ҫиттӗрех ӑна! Паллах, ҫакӑн пек пысӑк масса Ҫӗр ҫине пырса ҫапӑнсан, ырринех кӗтме ҫук. — Саня, Саня! Вӗсемпе пӗрле чул касакан грексем, ҫӗр чавакан туроксем, куннӗн ӗҫлесе пурӑнакан темиҫе вырӑс рабочи, кусемсӗр пуҫне тата Российӑн кӑнтӑр енче нумай тӗл пулакан темскерле ҫапкаланчӑксем темиҫен ҫывӑрчӗҫ. Тул ҫутӑлса ҫитсен вӑранчӗ. — Ним чухлӗ те ӳкӗнместӗп! — татӑклӑн хуравларӗ Давыдов. Алексей ҫак кӗнекене камшӑн вуланине ӑнланчӗ, ҫапах та ку ӑна лӑплантармарӗ. — Атте, тӑхта-ха, эпӗ пӗтӗмпех каласа парӑп. Амӑшӗ ҫакӑн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть, мӗншӗн тесен вӑл унӑн пулас кӗрӳшӗ мар. Вара йӳҫӗхен ӳпкевпе, пуҫне сулла-сулла:— Пӑхаттӑм та ӗлӗк чух сирӗн ҫине: епле вӑл илемлӗ, аван… кӑвакарчӑнӑм… — тесе шухӑшлаттӑм… Тельмарш ҫав еннелле васкаса ута пуҫларӗ. Эсӗ вара вӗсен телейӗшӗн хавасланса тӑр!.. Асӑннӑ пухура пулнисенчен нумайӑшӗсем ҫакӑн ҫинчен малтанах илтнӗ пулӗ, вӗсенчен чылайӑшӗсем мана хама та курнӑ пулӗ. Тӗрлӗ тӗслӗ маскӑсем тӑхӑннӑ ачасен вӑрӑм колонни залалла кӗрет. «Турӑ кӑна каҫартӑр ҫав! — Сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан чӗлхесӗр, — терӗ доктор. Эпӗ шутларӑм: сирӗн хӑвӑрӑн пӗр-пӗр шухӑш пулнӑ пулӗ, ҫавӑн пирки эсир пирӗн паталла анмарӑр пулӗ, терӗм. Ӗнер кӑнтӑрлах юханшыв леш енне кайнӑ та халӗ те таврӑнман-ха. — Епле апла мӑрье ҫинче? Стефчов арҫынсен хушшинче чухне кирек хӑҫан та вӗҫкӗнленме пӑхать, хӗрарӑмсемпе питех чӑрманмасть; хальхинче вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, хӑрах аяккинелле тайӑлнӑ фескине тӳрлетсе тӑхӑнчӗ, Рада енне пӑхса юнаса илчӗ, вара ыттисем хыҫҫӑн тухса тапӑлтатрӗ. Володя ман пата ирпе ҫичӗ сехетре килсе ҫитрӗ. Вӗсен пуҫӗ тӑрринче — тикӗс пӗлӗт карнӑ тӑхлан тӗслӗ тӳпе, пӑтранчӑк симӗс тинӗс, хӑйӗн тӑварлӑ та ҫутӑ шывне сирпӗтекен вӗтӗ хумӗсем ҫинче кимме шавлӑн ҫӗклесе, выляса выртать. Палламан ҫын, вӗсене курсан, малтан ҫав тери тӗлӗннӗ пек тытрӗ хӑйне. Тӗтресӗр пуҫне тинӗс те хумхана пуҫларӗ. Давыдов аран-аран йӗрке турӗ. будка ҫывӑхне табак туртма ларчӗҫ, кулса лӑкӑртӑка ернӗ Кондрат Майданников калаҫма пуҫларӗ: — Кашни кун кӑнтӑрлахи е каҫхи апатра ҫакӑн пек спектакль пырать. Ҫак харкашу хыҫҫӑн вӗсем виҫӗ талӑк хушши пӗр-пӗрне сӑмах та чӗнмерӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ, каҫалапа хула площадӗнче аукцион пуҫланчӗ, тахҫанчченех пычӗ вӑл, пирӗн ватти вӗҫӗмех аукционер тавра йӑпӑлтатса ҫӳрерӗ, час-часах турӑ кӗнекинчи сӑмахсемпе калаҫрӗ, герцог та хӑй пултарнӑ таран ӑна шелленҫи туса гӑ-гӑлатрӗ, пур енӗпе те юрама тӑрӑшрӗ вӑл. Хӑвӑрттӑн тӳрленсе тӑрать хӗр, пичӗпе патша енне ҫаврӑнать. — Айван эсӗ! — терӗ ӑна Женя, хӑранипе пӳрнисене чарса пӑрахса. Анчах эсӗ меридианӑн пӗчӗк пайне туртма пултаратӑн. Ӑна ҫапла тӑваҫҫӗ. Вӑл мӗншӗн ҫапла карт парӑннине тата нимӗн те чӗнменнине ӑнланчӗ хӗр, самантлӑха пуҫне усрӗ. Вӑл ҫак нихӑҫан хуйхӑрман, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекен, вӗресе тӑракан энергиллӗ, анчах ҫамрӑклах сывлӑхне ҫухатнӑ ҫамрӑк большевика тем пекех юратса пӑрахнӑччӗ. Мана хама ҫеҫ усӑ-и? Унтан хӗрарӑма ҫул ҫинчен ерипен сирчӗ те, туйи ҫине уртӑнса, малалла утрӗ. Вӑл сумкине ҫӗре лартрӗ те тӳрленсе тӑчӗ, тарӑханҫи пулса, ман ҫине пӑхса илчӗ. — Халь унта кӗпе ҫӑвакансем. — Эпӗ аннене пит шеллетӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен. Европӑна пырсассӑнах Малькольм-Кэстле пырса курма вӗсенчен сӑмах илчӗҫ. — Ан шарла, шышна! — кӑшкӑрчӗ старик кулкаласа. Юлчӗ интеллигенци. «Итальянкӑсем, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — вӗсем ҫинчен сӑмах ҫӳрет пулсан та, вӑтанма пӗлеҫҫӗ, хӑйсене хытӑ тытаҫҫӗ… Апла мар пулин, эпӗ хавассӑнах ӑна сире парӑттӑм, е илес текене кирек кама та парса янӑ пулӑттӑм. — Эпӗ ун вырӑнне хамӑн пуҫа кастарасшӑн! Мана ӗмӗрхи юрсем ҫине, ханкӑра пуҫиле яраҫҫӗ. — Кун пирки Грант капитан хӑй мӗн калӗ-ши? — тесе ыйтрӗ пӗрре Гленарван хӑй арӑмӗнчен. Кусем пурте сире интереслентереҫҫӗ. Ҫапах та ку ӗҫ аттене сахалтан та икӗ пин ытла тӑчӗ… Атте шӑпах эпӗ «Добрая Надежда» сӑмсахӗ тӗлне курас хӳре майлаштарса ҫыхса тӑнӑ вӑхӑтра ҫитсе кӗчӗ. Пыра киле ерипенех Гансӑн, пиччен тата манӑн хамӑн та ҫири тумтирсене, курткӑна, унтан жилета та хывмалла пулчӗ, чи ҫӑмӑл тумтир те йывӑр туйӑнать, ҫан-ҫурӑма ыраттарать. Вӑл, лав ҫинчен сике-сике анса, юнашар утса пычӗ е каллех лав ҫине ларчӗ. — Курт Краузе, — кӑраклатса илчӗ нимӗҫ. Эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех… Манах хӑйӗн пуҫне курпунӗ ӑшнелле туртса кӗртсе, ӳсӗркелесе ыйтнӑ: — Эсӗ — ан ҫиллен… Сывлӑшра вӗҫекенсем пек пит хӑвӑрт вӗҫсе хӑпарнӑ чухне эпир сывлӑша та ҫавӑрса илейместпӗр. Ӗҫ ҫӑмӑл пулмарӗ. Карап хумсем тӑрӑх чупнӑ вӑхӑтра, эпӗ тинӗсе хӑнӑхса ҫитнӗччӗ, анчах халӗ вӑл якорь ҫинче тӑрать тата ҫав вӑхӑтрах шывра, бутылка пек, ҫаврӑнать; кун пирки ман ӑш-чик, уйрӑмӑнах ирсенче, хырӑм выҫнӑ вӑхӑтра, йывӑрланса ҫитетчӗ. Мӗнле асапа танлаштарма пултарӑн унпа: каҫарас кӑмӑл пур, каҫарма, тӑрӑшатӑн, анчах ҫав вӑхӑтрах ку пулас ҫуккине, каҫарма юраманнине пӗлетӗн. Вӑл юри ҫиленнӗ пек:— Кай, эпӗ санпа туслӑ мар, — терӗ. — Сана мӗн… ӑна тӑрантарма хушрӗҫ-им? Ун умӗнче художникӗн картини качча тухакан айӑпсӑр хӗр евӗр тасан та илемлӗн курӑнса тӑрать. Пӗр енчен, хӑй патне тӗрлӗ сӑн-питлӗ ҫынсем пӗр вӗҫӗмсӗр пыни ӑна пысӑк практика пачӗ. Хирӗҫ чӗнни пулманнипе, вӑл пӳлӗмелле ярса пусрӗ. Аллӑрсем мӗнле ҫӗкленӗҫ ҫав пурлӑха илме? Лаша лутра хӳмепе шоссе хушшинчи канав урлӑ йӑкӑлтах сиксе каҫрӗ. — Пит вӑхӑтлӑн килсе кӗтӗн, мӗнлеччӗ-ха санӑн яту; эсӗ мана пит кирлӗ. Пурлӑхӗ юхӑннӑ пирки Дубровскин, отставкӑна тухса, хӑйӗн пӗртен пӗр юлнӑ ялне пурӑнма таврӑнмалла пулнӑ. Варькӑшӑн та ан пӑшӑрхан эсӗ, ӑна ниепле те кӳрентерес ҫук эпӗ. — Чӑнах-и? Анчах тухса тӑракан асаилӳсенчен мӗн чухлӗ пӑрӑнсан та, вӑл вӗсене пӗтӗмпех пӗтерсе лартма пултараймарӗ. — Световидов икӗ хутчен хӑвӑрттӑн та пӑлханчӑклӑн хӗрес хыврӗ. — Тем мар. Хӑлатӑнни евӗр пысӑках мар сӑмси шӑтӑкӗсем тискер кайӑкӑнни пекех палӑрса тӑман пулсан тата куҫӗсене пӑтранчӑк тӗтрелӗх карса илмен пулсан, вӑл тӳрех курӑнман, анчах асра юлакан чипер те илемлӗ ҫын пулнӑ пулӗччӗ. Тарҫӑ, вырӑс сӑмаварӗ, пысӑк подноспа чей хатӗрӗсем, хӑйма, сухари тата ытти те йӑтса кӗрсе, ҫак пӗтӗм ҫимӗҫе сӗтел ҫине, Санинпа Полозова г-жа хушшине, майлаштарса лартрӗ те тухса кайрӗ. — Синьор Риварес, — терӗ кардинал, ӗлӗкхин пекех лӑпкӑн та ҫилленмесӗр, — эпӗ сире кӳрентермерӗм, сирӗн кӑмӑл-шухӑшӑрсемпе сирӗн тусӑрсен кӑмӑл-шухӑшӗсенчен йӗрӗнсе калаҫмарӑм. Э? — Ытти арҫын ачасем, пире курас пулсан, мӗн калӗччӗҫ-ши? Килне ҫитсен Кондрат вӑкӑрӗсем патне картана кӗчӗ, вӗсене пӗр хулай пек улӑм хурса пачӗ; анчах выльӑхӗсене ыранах пӗрлештернӗ картишне илсе каймаллине аса илсен, ҫав тери пысӑк ҫӗклем утӑ йӑтса пычӗ те сасӑпах ҫапла каларӗ: — Акӑ, уйрӑлмалли вӑхӑт та ҫитрӗ… Акӑ — эсир чуппипех пурӑнатӑр, анчах вӑл чарӑнса тӑнӑ, сирӗн пӗрмай ӗҫшӗн пӑшӑрханма тивет, ҫавӑн пирки вӑл сире хӗрхенет. Ҫук. — Тӗрлӗрен, — касса татрӗ Негоро. Ытлашши сӑмах персе янӑшӑн питӗ кулянчӗ пулмалла ӑшӗнче. Анчах штабс-капитанӑн кӑмӑлӗ пурӗпӗр ҫырлахрӗ. — Ытти хуласем пирки хыпар ҫукчӗ-и сирӗн? Джим ӑҫта ларнине пӗлетӗп-ҫке эпӗ. Шӑллӗ пиччӗшне хирӗҫ ҫапӑҫать. Вӑл мана, аптратса ҫитерсе, шухӑшран пӑрасшӑн, хӑй ҫинчен ним те калаттарасшӑн мар. — Тата тепӗр услови: эпир пуҫ хумаллипех ҫапӑҫатпӑр та, ҫавӑнпа пирӗн пур майпа та ҫак ӗҫе никам пӗлмелле мар тӑвас пулать, пирӗн секундантсем айӑплӑ ан пулччӑр. — Атя уттарах, уттарах, тенор, — терӗ старик, монтер еннелле кӑтартса. — Анчах эп чӑннипех те пӑлхавҫӑ-ҫке, Рада. Эпир кӑштах шиклентӗмӗр, анчах ҫырма урлӑ кайӑк пекех вӗҫсе каҫрӑмӑр. Каторжниксем тепӗр чухне хупса лартнӑ ҫӗртен те тухса тарма пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫак маттурсене тӳрех Пертск тӗрминчен килнӗ тетӗр пулсан, манӑн сӑмахӑмра пӗр суя та пулас ҫук тесе шанатӑп. Анчах пӑшӑрханма та кирлӗ мар, эпир вӗсене каялла тавӑрма пӗлетпӗр. «Вӑл енне кайрӗ пулсан, хаклӑ государыня, Марья Николаевна Полозова, — тесшӗн пултӑр эсир, — сирӗн мӑшӑрлануран та тӗлӗнмеллерех урӑх мӑшӑрлану ҫинчен шутлама та йывӑр… сирӗн упӑшкӑра мӗн ачаран лайӑх пӗлетӗп вӗт эпӗ!» Ачасем хӑраса пӗр-пӗрин ҫумнелле пӑчӑртанчӗҫ. Анчах Динго ача аллисенчен вӗҫерӗнчӗ те шыва сикрӗ. Кимӗ ҫырана ҫитесси пӗр ҫирӗм фут юлнӑччӗ. Ҫырана тухрӗ те ҫӳллӗ курӑк ӑшне кӗрсе ҫухалчӗ. Ҫак чапа тухнӑ ҫынсене вӗсен произведенийӗсене ӑнлантарса паракансемпе пӗрле чӗнтерттертӗм. Давыдов ҫӗр хутах канӑҫ курмарӗ. Ҫывӑракан ҫынӑн эрехне вӑрланӑшӑн кӑтартчӑр вӗсене! Эпӗ хамӑн юратӑва Маша телейӗшӗн сӳнтерни ман чӗрере шӑпах ҫавӑн евӗрле тарӑн йӗр хӑварчӗ, Маша хӑйӗн телейне Василие качча тухсан кӑна тупассине эпӗ ӑнлантӑм. — Вӑлах та пулӗ тен, — терӗ Каса-дель-Корво хуҫи. Вӗсем киле, лагере тавӑрӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем питӗ вӑраххӑн килеҫҫӗ, мӗншӗн тесен лашасем ҫине йывӑр тиенӗ; вӗсем хӗрарӑсемпе ачасем валли аш тата тир турттарса килеҫҫӗ, эпир вӑл тирсенчен ҫӑмӑл та ӑшӑ тумтирсем тӑватпӑр. Вара чуна Серафим ҫуначӗсем — ултӑ шурӑ ҫунат ларать. Сире чунтан хисеплесе т. ыт. те. Кӗрхи тырӑсем горизонт таранах тӗксӗм симӗс хӑма пек лараҫҫӗ, ҫав тери тикӗс шӑтнӑ ҫуртри куҫа савӑнтарать. — Ан нӑрӑклатӑр! — Господа! — йӗкевпе тимӗре хырнӑ пек, чакӑртатса кайнӑ Маякинӑн усал лӑпкӑлӑхпа тулнӑ сасси. Тупӑк хупӑлчи кӑшт уҫӑ, ҫавӑнпа вилен йӗпе тутӑрпа витнӗ пичӗ тата шурӑ кӗпи пӑртак курӑнаҫҫӗ. — Сирӗн малтан каймалла, монсеньор, — терӗ Тюрмо аббачӗ. Эх, Антип, Антип!.. Анчах пулнӑ факт пулнах вӑл; йӑнӑш илтни-мӗнӗ пулма пултарайман унта. Пурте таврӑнчӗҫ! Ҫӗнӗрен тупнӑ астероидсен шучӗ ҫулсерен ӳссе пынӑ. Часах вӗсене вуншарӑн шутлама тытӑннӑ. Эпӗ ун пеккисене ҫеҫ мар ҫавӑрнӑ. Вӑл татах Аннушка кайнӑ еннелле пӑхса илчӗ, каллех шӑлне йӗрчӗ, вара хӑйӗн пит-куҫне шӑлкаласа, темиҫе хутчен пуҫне сулласа илчӗ. Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ. Путса ларнӑ куҫ лупашкисенче икӗ пысӑк куҫҫуль тумламӗ курӑннӑ. Марийка Андрее ялтан чылай инҫете ӑсатрӗ. Пирӗн тата урӑх ыйтусем те пур-ҫке-ха, — терӗ пӗр именмесӗрех кӗре сӑн-питлӗ чипер Хомутов. Хулпуҫҫи ҫине вӑл Англи винтовки ҫакса янӑ. Хӑрах аяккинче тата пату-пату текен хӗҫ ҫакса янӑ, ҫак хӗҫ икӗ енӗпе те касма пултарать. Ӗлӗк-авал ҫур талӑк та ӑмӑрт кайӑк пекех ларма пултарнӑ, анчах халӗ кама та пулин хул айӗнчен тытса тӑма ыйтасси ҫеҫ юлчӗ… Эпӗ пӑрӑнса тӑтӑм. Вӑл каҫӗпех кӑмака патӗнчи кӗтесре хӗрпе ларса ирттернӗ. — Мӗншӗн юратас мар? Вӑл урӑх килмерӗ-ха. — Мӗнле вӗлертӗн вара мулкача? Калаҫса пӑх эсӗ унпа. Ҫакӑн ҫинчен пӗлтерме манса хӑварнӑ пирки тӗрлӗрен инкек те пулма пултарнӑ ӗнтӗ, анчах вӑхӑтлӑха ҫеҫ: чугун ҫул тунӑ хыҫҫӑн вӗсем пӗтмеллех пулнӑ. Пурнӑҫ вӑйӗн сулмакӗ кама ҫав пӑнчӑ урлӑ ытлашши ватмасӑр-тумасӑр илсе каҫарать, ҫав ҫын телейлӗ вара. Тӑватӑ ҫул хушшинче вӑл икӗ хӗрача ҫуратнӑ ӗнтӗ, халӗ каллех йывӑр ҫын пулнӑ. Ӑна яланах малта пурӑнма пуҫламан кунсен тӑвӗсемпе вӑрманӗсем питӗ нумай пек туйӑнатчӗ. Анчах вӑрманӗ сайра иккен, тӑвӗсем — лутра. Арҫынсем, пурте тенӗ пек хула тулашне тухса, тусем ҫинче ҫапӑҫмалли вырӑн йышӑнса тӑчӗҫ. — Э-э, акӑ мӗнле иккен!.. вӗсем яланах чи чарусӑр ӗҫке ерсе кайнӑ ҫынсемччӗ ҫав, — терӗ вӑл. Анчах халь ун ҫинчен калаҫма вӑхӑт ҫук. Генерал арӑмӗ эпир укҫа илме кайса киличчен, пасартан кайман пулсан, пирӗн вунултӑ тенкӗрен виҫ тенкӗ ҫурӑ кӑна юлатчӗ. Анчах палата валли вӑл ытла пысӑк — вӗҫӗ унӑн таҫта тӗтре хушшине кӗрсе ҫухалнӑн туйӑнать мана. Анна Сергеевна пурӑнакан усадьба тӳрем те ҫара сӑрт ҫинче, симӗс тӑрӑллӑ, шурӑ колоннӑллӑ, пысӑк алӑкӗ ҫинче «христос чӗрӗлсе тӑнине» кӑтартакан, итальянецсен майлӑ al fresco живопиҫлӗ сарӑ чул чиркӳ патӗнче ларнӑ. Эрехпе хӗрсе кайнӑ драгун капитанӗ, пурне те шӑп пулма сӗнсе, сӗтел ҫине чышкипе ҫапрӗ. — Эсир илтетӗр-и е илтместӗр? Кӑнтӑр кунӗнчех! Аржанов пирусне майсӑр ярса тытрӗ. Озеров ӑнланнӑ; ун полкӗн чысӗпе мухтавӗ ҫак ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленнинчен килет. — Мustenos — вӑл мустангсен мексиканецла ячӗ, — тесе ответлерӗ майор, — манада тесе вӗсем тискер кӗсре кӗтӳне калаҫҫӗ. Вӑл пӗр-икӗ хутчен хуллен хирӗҫ мяуклатса илчӗ, унтан вутӑ сарайӗ ҫинчен ҫӗрелле сиксе анчӗ. Кӗнеки вӑл ҫапла вӗҫленет: эпир, Томпа иксӗмӗр, укҫа тупрӑмӑр. Укҫи вӑрӑ-хурахсем ҫӗр хӑвӑлне пытарнӑскер пулнӑ. Ҫав укҫапа эпир пуйса кайрӑмӑр. — Эсӗ калани нимӗҫсемшӗн лайӑх; эпӗ хӑмшӑн юратасшӑн; эпӗ пӗрремӗш номер пуласшӑн. Кала мана тӗрӗссипе: вӑл чӑнах та йӗркеллӗ ҫын пулчӗ-и? Сан шанчӑкна вӑл намӑс айне тумарӗ-и? Апла пулсан, тинех хамӑра улталама кирлӗ те мар; халӑхпа халӑх хушшинче хаяр ҫапӑҫу пулмалла. — Эпӗ йӗри-тавра пӗр вунӑ миля хушшинче пӗр кил-ҫурт ларнине те пӗлместӗп. Килте хӑна-вӗрле туллиех пухӑннӑ: пӗтӗм фермерсемпе вӗсен арӑмӗсем пирӗн патӑрта апатланаҫҫӗ, хӑйсем вӗҫӗмсӗр сӗрлеҫҫӗ, кун пеккине эпӗ нихҫан та илтмен. Тосун-бей хӑйӗн ушкӑнӗнчи пӗр пайӗпе хӗҫ-пӑшал йышӑнма тенипе кӑна хулана килсе кӗчӗ. Нимех те мар, ҫыру ҫитет ара, ан ман, — адресӗ ку тӗп-тӗрӗс! Сирӗн пирки те, панычу, ырӑ мар кӑшкӑраҫҫӗ… Ҫак сӑмах пӗтӗм чӗрене ҫунтарса илмелле вӑйлӑн янӑраса кайрӗ. Халь ӗнтӗ Андрей ӑнланса илчӗ: унӑн пемелле. Эсӗ те хӗрарӑмсем ҫумне хутшӑнас-мӗн пулсан, чӑтса тӑраймӑп, чи малтан сан пуҫа шӑтарса пӑрахӑп. — Халӗ ӗнтӗ хуна ху пули-пулми ҫын мар тесе шухӑшлатӑн пуль? Ҫапла-и? Сехет маятникӗ ассӑн сывласа илекен хупланчӑк сасӑпа ҫекундсем шакканӑ. Ӑна хӗрарӑм та пӗр вырӑнта тытса тӑма пултараймасть, пулчӗ-пулмарӗ — сыв пул, чунӑм, хӑть те ҫӑва тӗпне! — Извозчик! — хыттӑн кӑшкӑрса янӑ Фома, уттине хӑвӑртлатса. Эсир, тискер кайӑксем мар, ҫынсем пулсан, ман ачасене ҫакӑн пек вилӗмпе вилме памӑр ӗнтӗ. — Пӗлетӗн-и мӗн? — терӗ ҫав каҫах Базаров Аркадие. Сӗтел патне унӑн арӑмӗ, тулли, шултра, курӑмлӑ та чӗмсӗр дама, мӑйсӑрскер те темиҫе янахлӑскер, тухрӗ. — Айтӑр каялла, — терӗ Халл капитан. Судья заседателӗпе тата секретарӗпе присутстви пӳлӗмӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн, канцеляринчи писарьсем суда пынӑ ҫынсем илсе килнӗ чӑхсене, ҫӑмартасене, ҫӑкӑр сӑмсисене, кукӑльсене, булкӑсене е тата ытти вак-тӗвексене михӗсем ӑшне тултарнӑ вӑхӑтра, пӗр хӑмӑр сысна пӳлӗме чупса кӗнӗ те, унти ҫынсене тӗлӗнтерсех янӑ: сысна кукӑль патне пыман, ҫӑкӑр хытти патне те пыман, ҫук, вӑл сӗтел хӗрринче выртакан хут листисем усӑнарах аннӑ Иван Никифоровичӑн прошенине ярса хыпнӑ. — Эх, Бен Роджерс, енчен эпӗ санашкал вӗренмен ҫын пулнӑ пулсан, калаҫман пулӑттӑм! Пуҫӗ унӑн ҫӑмарта евӗр тата йӗркесӗр пысӑк пулнӑ. Мӗнпур куреньсем хушшинчи ретсенче чылайччен: «тӗнчере пурӑнакан пур христиансемшӗн!» тени илтӗнсе тӑчӗ. Эпӗ ӑна ҫур доллар патӑм, тӑраниччен ҫитертӗм. Тепӗр каласан, c`est leur affaire. Анчах та каникул вӑхӑтӗнче хам сакӑр ҫул хушши пулса курман ҫуралнӑ ҫӗршывӑма кайнӑшӑнах мана шкултан кӑларса ячӗҫ-ши вара? — Ку сана кӗвӗҫтернине эпӗ ӑнланатӑп. Ежов патӗнче вӑл пӗрре кӑна мар, темӗнле, хӑйсене уйрӑм ҫынсене тӗл пулнӑ. Часах вӗсен черисенче каллех шанчӑк чӗрӗлсе кайнӑ пек пулнӑ, — мӗнле те пулин сӑлтав пулнӑран мар, шанчӑкӗ хӑй ҫавӑн пек пулнӑран чӗрӗлнӗ: ҫын ҫамрӑк чухне, чӑн ӗҫе ӑнланнине курма хӑнӑхман чухне, шанчӑк ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен чӗрӗлсе пырать. Серафим савӑнӑҫлӑн кӑтиклетрӗ: — Эпӗ ӑна пӗлетӗп! Чӑрӑш лӑсси, чапӑр курӑкӗпе армути тата пылак курӑнса клевер шӑршин сивӗ пайӑркисем, ирхи хӗвел ҫинче аялалла юхаҫҫӗ. Вӑл ҫӗхӗрнӗ, ҫухӑра-ҫухӑра илнӗ, кулнӑ, шӑлне шаклаттарнӑ, халсӑррӑн тилӗрсе кайнӑскер, сӑнчӑрне татма хӑтланакан усал йытӑ пекех пулнӑ. Кӗлтуса пӗтерсен, вӑл ҫӳҫӗпе сухалне типтерлӗн шӑлса якатрӗ, ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, ҫапла каларӗ: — Андрейӑн ашшӗ. — «Анчах та, каялла тавӑрӑнмалла мар-ҫке-ха!» Марья Кириловна тӑчӗ те нимӗн те чӗнмерӗ. Алӑк патӗнче каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн чӗрине сасартӑк темле хӗрхенӳллӗ туйӑм хӗссе лартрӗ, вара ӑна хӑй ури айӗнчи кӑтрашка урай палуба пекех силленсе илнӗн туйӑнчӗ. «Сивви пур, — терӗ Чуб. Вара мужиксем харӑссӑн калаҫма пуҫланӑ: — Епле ывӑнмӑн! — Кума, — кӗрлерӗ Барский, Ульяна патнелле пырса. Койкӑсене пуҫтарса хучӗҫ, тупӑсене тӗллесе лартрӗҫ, пӑшалсене авӑрларӗҫ, пуртӑсене кирлӗ ҫӗре хучӗҫ, тарпа снарядсем усракан пӳлӗмсене уҫрӗҫ. Скайльс, — халӗ вӑл куҫӗсене хӗснӗ — салтака темиҫе самант тӗсерӗ, тарӑхнипе хыпса илчӗ те Нева еннелле ҫул тытрӗ, — сарлакан, шанчӑклӑн утать. Халь эпӗ те ак мӗнле шутла пуҫларӑм: эсир хӑвӑрпа ырӑ кӑмӑллӑ пулнине ӑнланма пултараймастӑр, сире ӑса кӗртме урӑхла, киревсӗр майсем шыраса тупмалла… — Анчах ку харам ҫеҫ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Ҫапах та, эпӗ вӑл мана вӑрттӑн шанмасӑр пурӑннине сисеттӗм, тата Панков хай те мана кӑмӑла каймастчӗ. Ӑна ягуарӑн чӗрнисем мар, хӑй тин ҫеҫ вилӗмрен ҫӑлнӑ ҫыннӑн аллисем пӑвса илнӗ. Зебӑн телейне пула, мустангерӑн ҫӗҫҫи ҫӗр ҫине выртса юлнӑ, анчах ӑссӑр ҫын ӑна пӑвма тапратнӑ. Лаша ури сасси хуллентерех илтӗнме пуҫларӗ. Вӑл Егорушкӑна ыталаса илчӗ, унӑн питне куҫҫульпе йӗпетрӗ, вара йӗмеллипех йӗрсе ячӗ. Вӑйпа ҫӗмӗрсе тухма тытӑнса пӑхар! Ҫав юнӗсен дикарьсем ҫине сиксе ӳкӗр! Пирӗн пурпӗрех вилмелле вӗт!» тесе кӑшкӑрнӑ пулӑттӑм. — Эпӗ те ҫапла шухӑшлатӑп, — тесе хушса хучӗ майор. Эпӗ сана юратнине эсӗ пӗлетӗн. Манӑн юрату каллех ҫӗнӗрен ҫаврӑнса килме пултарать, анчах ҫапла пултӑр тесен, санӑн пирӗнпе пӗрле пулмалла. Аэлита урата умне чӗр куҫленсе ларчӗ те Ҫывӑраканӑн ӳкерчӗкне чӗринчен чуп турӗ. Пур ҫӗрте те пушӑ пулсан та, мӗн те пулин сиксе тухасран сыхланса пыни авантарах. Аллӑ утӑма яхӑн ишсен, Джим каллех кӑшкӑрчӗ: — Авӑ каять вӑл, шанчӑклӑ Гек! Ватӑ Джима улталаман пӗртен-пӗр джентльмен! — Икӗ ураллӑ? — ыйтрӗ тепӗр хут ҫамрӑк. Вӑл доктора хӑваласа ячӗ. — Хӑҫан таврӑнатӑр эсир? Вунӑ сехетре тин тӑчӗ вӑл, тумтирне тӑхӑнчӗ. — Хӑш чухне жандармсем те тӗрӗс шухӑшласа калаҫаҫҫӗ. Сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрни ҫинче икӗ алтупанӗсем хушшине ҫулӑмланса тӑракан чӗре ӳкернӗ ҫӗрӗ илемлӗн йӑлтӑртатса тӑрать. — Мӗншӗн ман пата кӗрсе тухмарӑн? Эпӗ ӗнтӗ Сидоров пӑшӑлтатнине итлемесӗр темскер ҫыратӑп,пуранма кичем тата хурлӑхлӑ пулни ҫинчен сыратӑп, вӑл хаш! илсе мана ҫапла калать: — Нумай ҫыратӑн, спасипӑ! Эпӗ вара, сан шухӑшупа, лайӑх командирсене курман тетӗн-им? Эсӗ хӑвна ху юри тыткаласа ҫынна тӗлӗнтерме тӑрӑшакан ҫын, позёр, чӑнах позёр.. — Сирӗн сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла-ха манӑн? — ыйтрӗ Анна Васильевна. — Эпӗ — килсӗр йытӑ, кӗске хӳреллӗскер, анчах халӑх сӑнчӑрти йытӑсенчен тытӑнса тӑрать, кашнин хӳри ҫинчех куршанак нумай: арӑмӗсем, ачисем, купӑссем, калушсем. — Тӑхтӑр-ха, ан чӑрмантарӑр… Ҫавӑн пек упражненисене тунӑ хыҫҫӑн вӑл, яланах халран кайса ҫитсе, минтер ҫине ӳкрӗ те кусене эпӗ ҫӗнӗрен татах тума пултарӑп-ши? тесе шухӑшларӗ. Вӑл питех те тинкерсе пӑхнӑ, унӑн сӑн-пичӗ темӗншӗн ҫилленнӗ пек туйӑннӑ. Унтан каллех килтен-киле ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. — Ҫапла. — Ҫапла. Ӗнер унта жандармсем тухса кайрӗҫ; пӗр ушкӑн Баньӑ ялӗ урлӑ пырать, тепри — Абрашлар ҫаранӗ урлӑ… Хупӑрласах илетпӗр ӑна! Унӑн куҫҫуль тумламӗсем, шултра та вӗрискерсем, арӑмӗн ҫара алли ҫине ӳкнӗ. Халӑх массисем хушшинчен кама та пулин уйӑрса лартӑр. Кавказ ҫыннисем иртенпех эрех ӗҫеҫҫӗ тата, пӗрне-пӗри ытала-ытала, юрӑ юрлаҫҫӗ. Акӑ эп ӑна, хамӑр пата килтӗр-ха, лайӑх вӗрентсе ярӑп… атту, тен, иксӗре туслӑн пурӑнма та чарӑп… — Вӑл макӑрас та ҫук, — терӗ шакла пуҫли, — ун тетӗшӗ — матрос. Эпӗ бутылка илсе пынӑ тӗле вӗсем сӗтел хушшинче ларатчӗҫ. Хура Йытӑ алӑк ҫывӑхнерех, вӑрӑм тенкелӗн вӗҫне ларнӑ та, пӗр куҫӗпе хӑйӗн авалхи тусӗ ҫине, тепринпе — вӑл тухса ан тартӑр тесе, алӑк ҫине пӑхать. Кирлӗ мар? Кукша пуҫ хулпуҫҫийӗсене кӑрт-карт турткаласа илчӗ. Хӑй вара вӑл ҫаплах калаҫрӗ: Лиза, ан мӗшӗлтет, вӗри апат лартса ҫитер хӑвӑртрах… Тен, эсӗ пӑрахут ҫинче апатланнӑ? Малтанхи пекех юрататӑп, — пӗтӗм чунтан, таса кӑмӑлпа, яланлӑхах… Майор майӗпен ҫав кӗтмен ҫӗртен хӑвӑртланнӑ чӗре таппин сӑлтавӗ ҫинчен илтсен, ученый: ун пекки вӑл такампа та пулма пултарӗ, мӗншӗн тесен тахҫан пӗрре унӑн авалхи аслашшӗсенчен пӗри Арауканин престолӗ ҫинче ларнӑ, терӗ. Йӗрки-карти — чӑннипех те асаплӑ вилӗмпе пӗрех; хутлӑх — вунпилӗк утӑм, ҫапӑҫасса — йывӑр аманичченех ҫапӑҫмалла… Тӑшмансем иккӗш те ура ҫинче тӑраҫҫӗ пулсан, перкелешӳ ҫӗнӗрен пуҫланать. — Ле-Манкье патӗнче. Паллах ӗнтӗ, вӑл эпӗ юри тунине те лайӑхах курса тӑнӑ. Унӑн куҫӗсем ҫуллахи янкӑр кӑвак пӗлӗт тӗслӗн ҫутӑлса илчӗҫ. Ҫамрӑкки хӑраса ӳкрӗ. Тӑхта пӑртак, ак кустӑрма хӑвӑртрах ҫаврӑнма тытӑнӗ те — пурне те таптаса каҫӗ, ун чухне лӑпланӗҫ. Уйра пирӗн боецсем тӑшмана аркатаҫҫӗ. Тӑшманпа хире-хирӗҫ тытӑҫсах ҫапӑҫаҫҫӗ. Вӗсен ҫийӗпе, ҫӳлтен ӗнтӗ вӗҫӗмсӗр ула-ула снарядсем ирте-ирте каяҫҫӗ. — Тур патӑрах! — терӗ амӑшӗ хуллен. — Эпӗ сирӗн ҫипе пач та кӑшкӑрмастӑп, — ҫав-ҫавах тӳрккессӗн, анчах сассине чакарса, хирӗҫлерӗ Николаев. Вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче Чернявкина ҫара илсе кайнӑ пулнӑ хӑйсен чаҫӗ каялла чакнӑ чух вӑл унтан тарнӑ та киле килнӗ. Латин чӗлхин экзаменӗ Латин чӗлхин экзаменӗ ҫитиччен питӗ лайӑх пулса пычӗ. Вара ӗҫе пикеннӗ. Ҫапла вара, Кӑнтӑр Америка урлӑ каҫасси хӑрушӑмарлӑх енчен те, ҫавӑн пекех хӑвӑртлӑх енчен те аван иртме тивӗҫлӗ. — Гос-по-да-сем! — терӗ старик шӑл витӗр. Пирӗн ҫар академийӗнче уйрӑм курс та вулаҫҫӗ: «Алексей Гусев касӑвӗ». Петр ӑна нимӗн те каламарӗ, каялла ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, анчах дворник сӑмахӗсем куҫкӗретех ухмахла, кӳренмелле пулни ӑна тарӑхтарчӗ. — Кам пӗлет ӑна, — ним пӗлмен пек тавӑрчӗ Огарнова. Чӑнах та, карапран тӑватӑ мильӑра, ҫиле майлӑ, тинӗс пӗр вырӑнта вӗресе тӑнӑ пек курӑнать. Сасартӑк вӑл лашине ҫавӑрса икӗ чул купи хушшине, хӗвелтухӑҫнелле кӗрсе кайнӑ. Ӑҫтан? Пӳрт умӗнче ӑна хиреҫ Егоровна тухрӗ, хӑй пӑхса ӳстернӗ чуна вӑл куҫҫулӗпе ыталаса илчӗ. Кунта Кук капитан Ҫӗнӗ Зеландине илсе килнӗ выльӑхсене: качакасемпе сыснасене хупса усраҫҫӗ. Савӑннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑччӗ. Кунта ҫав тери хӑрушӑ пысӑк кимме пӑхса шалт тӗлӗнсе кайнипе вӗҫӗмсӗр нумай халӑх пухӑннӑ. Эпӗ императора; ку кимме манӑн телейлӗ ҫӑлтӑрӑм тӑван ҫӗршывӑма таврӑнма пулӑшас тесе янӑ, терӗм. Ыран пулас пӑлхава пирӗн паянах пӗтерсе лартмалла. Тепӗр чӗрӗк сехетрен хӗҫпӑшалланнӑ батальон шкул картишӗ варрине йӗркеленсе тӑчӗ. Пӗрремӗш юланучӗ пек мар, ку юланучӗ кӗретех таҫта васканӑ тата пӗрмаях хӑй лашине хӑваланӑ. Анчах Алексей пӑр ҫине ансанах тӑрук шуса кайнӑ та, ҫурӑмӗ ҫине ҫав тери ыраттармалла ӳкнӗ. Веткин ун ҫине, темле пленка витӗр пӑхнӑ евӗр, пӑтранчӑк куҫпа пӑхса илчӗ, хӑйклатрӗ те чӗтӗрекен ҫинҫе саспа сасартӑк юрласа ячӗ: Шӑплӑхра пурӑннӑ, Вӑрманта пурӑннӑ, Йӗкине вӑр-вӑр-вӑр ҫавӑртта-арнӑ… Унта тӗрлӗ йышши, тӗрлӗ тӗслӗ тӗтресем те пулнӑ: кӗҫҫе пекех ҫирӗп те пирчевлисем те, сӳс пек сайра та вӗлтӗрккисем те, персе ӳкернӗ шурӑ хурсем пекки те. Володя икӗ ҫул ӗнтӗ пысӑк ҫын вырӑнӗнче шутланать, хӑй тӗл пулакан мӗнпур чиперкке хӗрарӑмсене юратса пӑрахать; анчах иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнакан, кунран кун чиперленсе пыракан Катенькӑпа вӑл кашни кунах курнӑҫать пулин те, ӑна юратса пӑрахас шухӑш ун пуҫне пырса та кӗмен. Чимӗр-ха, эпӗ печени илем. Иртерех мар-и? — Маттурскер! — Вара Лукашка, питех те интересленсе пулас, тӑлмачӑпа тутарла калаҫма пуҫларӗ. Вӑл пулман пулсан, эпӗ киле ҫитеймен пулӑттӑм. Эпӗ тахҫантанпах йытӑ ҫынран нумай ӑслӑрах тесе шутлатӑп; вӑл калаҫма пултарнине те шанатӑп, анчах ӑна калаҫасран кутӑнӗ ҫеҫ тытса тӑрать. Ҫак вӑхӑтра вӗсене, Кольӑпа иккӗшне те, хул-ҫурӑмпа ал-урасенчен ҫатӑрласа тытрӗҫ. Ӑна курсан хӗр хӑраса кайрӗ. Анчах асамлӑ ҫыхланчӑклӑх ҫавӑрса илет сатартӑк Суламифь ӳт-пӗвне. Суда парас… Эсир иксӗр те йӑнӑшатӑр. Куҫҫуль юхтарсах шыранӑ вӑл курӑк айне пулнӑ мӗнпур тӗмӗ хушшисене, ланкашкасене ухтара-ухтара пӑхнӑ. Ҫак этем евӗрлӗ ҫын нумайччен чакаланнӑ, пӑшӑхнӑ, юлашкинчен ҫакӑн пек хут хайласа кӑларнӑ: «Миргородри Повет Судне Довгочхун ывӑлӗнчен Иван Никифорович дворянинтан. Эс паян киле таврӑнатӑн, анчах хатӗр пул. Гаврилов йӑл кулса илчӗ. Аванс — ултӑ фельетон, ик ҫӗршер йӗрке. Чек Стокгольмра пулать. Ну, ан турт. Ӳссе ҫитрӗн-тӗк — пур парӑм ҫинчен те ирӗк пулатӑн. Ян-н янласа кайрӗҫ ҫав сасӑпа Ромашов хӑлхисем. — Малтанах акӑ мӗн: Фужер вӑрманне пуҫтарӑнмалла. Манраччӗ вӑл, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна, сире парас тесе, вӗсенчен вӑрланӑччӗ, хутаҫҫине хам ӑҫта пытарнине те пӗлетӗп, анчах халӗ вӑл унта ҫук пуль тесе хӑратӑп. — Апла-тӑк, эпӗ сире парӑнатӑп. Эхер те мана шанмаҫҫӗ пулсан, хама ырӑ тӑвакан Николай Петрович умӗнче эпӗ… халех вилсе выртни аванрах маншӑн… Кам татӑклӑ-хӑюллӑ — влаҫ унра… Ача амӑшӗ ҫапла итлессе Тельмарш кӗтмен те: кун пек чӗнмесӗр ларни уншӑн кӑмӑллӑ та пулман. — Вунулттӑра, — ирӗксӗрех такӑнса пӗлтертӗм эпӗ. Анчах ман ыйхӑ темле кӗске пулсан та, камӑн та пулсан мана улӑштармах тивет. Ют патшалӑхсенчи пичет буржуаллӑ ҫӗршывсенчи халӑхсен тӗрлӗ сийӗсен обществӑллӑ шухӑшне ӳкерсе кӑтартать пулсан, эпир ҫав пичет Конституци проектне хирӗҫ сарса янӑ критикӑн айккинчен иртсе кайма пултараймастпӑр. Шкула вӑл манран пӗр ҫул каярах кӗнӗ, мана вара пӗлтӗр пӗр класс урлӑ сиксе каҫнипе ҫеҫ хӑваласа ҫитнӗ. Чул сӑрт патӗнче аялта ӑна хирӗҫ шӑхӑрни илтӗнчӗ. Хура трубочкине — стетоскоп теекенне — вӑл пире йӑмӑкпа иксӗмӗре асӑнмалӑх хӑварнӑ иккен. Вӑл хӑйӗн япалисене пӗр студент юлташӗ патӗнче хӑварчӗ те хӑй Ливорнӑна ҫуран кайрӗ. Пухура колхоза мӗнле ят парасси пирки чылайччен тавлашу пычӗ. Полина хӑраса ӳкни ӑна питӗ савӑнтарчӗ, вӑл пӑлханни ӑна хӑй Полинӑшӑн чӑнах та хаклине, вӑл ӑна юратнине ӗнентерчӗ. Тӳрех калӑр мана: эсир халӗ туса пыракан ӗҫе ӑс тӗлӗшӗнчен сиртен каярах тӑракан ҫынсем тума пултараҫҫӗ тесе шутлатӑр-и? Ку вӗсемшӗн ахаль иртсе каймасть, лекетех вӗсене! Пӗтӗм чӗрерӗн ӗҫлӗр, ачасем! — Халӗ ӗнтӗ йӑлтах урӑхла, — терӗ вӑл, Павел ҫине пӑхса. — Ма янтӑратас? — Эп те пулӑшам-и сире? — ыйтрӗ яланах матроссемпе ӗҫлеме хатӗр пӗчӗк Джек. Акӑ мӗн, ывӑлӑм, — вӗренес пулать сан. Анчах ҫак самантра вӑл хырӑмӗ ҫав тери ыратса кайнине туйса илчӗ, хӑй те лешсем пекех тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ. Арина Власьевна тӳрленсе тӑчӗ те, хӑлхисене тӑратрӗ. — Мӗнле? Унтан, хӑнисем ответлессе кӗтмесӗрех, вӑл, чышкине ҫӑварӗ патне тытса:— Музыка! Унӑн куҫӗ те хурала-хурала килчӗ. Пулӑҫӑсен ҫыхса тунӑ челнокӗсене, авалхи британецсем ишсе ҫӳренӗскерсене, кунччен эпӗ нихӑҫан та курманччӗ. Анчах юлашкинчен мана вӗсемпе паллашма тиврӗ. Бен Ганн кимми ҫинчен уҫҫӑнрах ӑнланса илмелле пултӑр тесе, эпӗ сире ҫакна ҫеҫ калатӑп, ку ҫав пӗчӗкҫӗ кимӗсенчен чи малтанхи тата чи начарри евӗрне килетчӗ. — Пар ӑна. — Ара ман паян Берлина тухса каймаллаччӗ-ҫке, — дилижанса вырӑн та илнӗ эпӗ! Храмсен тӑрринче вут-кӑвайт сӳнет. Вандуана — вилнӗ ҫыннӑн чунне — ҫулпуҫӗн чӗрӗ чухнехи ӳтне кирлӗ пекех, апат кирлине тӑванӗсем манман. Ҫӗнтерекенӗ Денни пулать тесе шутланӑ пулин те, вӗсем ҫавах пӗр-пӗринпе тавлашсах, мексиканецшӑн укҫа лартнӑ. Мӗнле астроляби те пробаци эпӗ саншӑн? — Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ Пугачев сӑнне сулхӑнлатса. — Эс паян савӑнӑҫлӑ. — Эпӗ, сирӗн преосвященство, сирӗн пата шӑп ҫавӑншӑн пырсаттӑм та ӗнтӗ. — Наци, — терӗ Мирон хуллентереххӗн. Крыльца ҫинче тата тепӗр нимӗҫ курӑнса кайрӗ: ҫӳлӗ те мӑнтӑрскер, урине вӑл сарӑ сӑран атӑ тӑхӑннӑ, атти тӗпне тимӗр ҫапнӑ пулас, чӑнклаттарса утнӑ сасӑ илтӗнет. Эсир кунта час-часах килсе ҫӳретӗр-и?.. Каҫӗ тӗттӗм. Сана нимӗнсӗрех тупчӑр тесе. Деренков ҫинчен мана вӑл «народник» тесе каларӗҫ; ман шутпа народник вӑл — революционер пулнӑ, революционерӑн турра ӗненмелле пулман, турра кӗлтӑвакан старик мана ку ҫуртра ытлашши пек туйӑнчӗ. Тусанлӑ, хӗвелпе хӗрнӗ урама тухсан Давыдов шухӑшларӗ: «Ахальтен мар хӑй пек, ӗлӗкхи пек мар вӑл! Эпӗ сиссех тӑратӑп, пирӗн ҫав тери хӑрушӑ катастрофа пулмалла, ҫавӑн пек хӑрушлӑха нимӗнле этем ӑсӗ те шухӑшласа илес ҫук. — Авланмалла! Унӑн ӑсталӑхӗ аталанса пырать. Муратлийский, аллисене пуҫ айне хутлатса, пысӑк чул ҫине майлашӑнса выртрӗ те хӑй ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Шӑршласа пӑхӑр-ха, хӑвӑр мана панӑ розӑран мӗнле аван шӑршӑ кӗрет. Сана мӗн вара, э? Хам эпӗ санран иртерех те ҫулӑхма пуҫланӑ… — Хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл тӗрмерен тарса Америкӑна килнӗ пулать. Унтан сасартӑк, аллисене хӑлаҫлантарса илсе, ҫӳҫентерӳллӗн:— Ка-а-айрӗ-ӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл. Ун пуҫӗнче элек парас план пулса ҫитрӗ. Укӑлча хапхи патне темиҫе юланут пырса тухрӗ. Теприсене тата алӑкран кӗрсе кайма та май килет. Анчах ҫавӑнтах вӗсем хӑнасене ҫӳлти яруса, делегатсене — партера яракан дежурнӑй ЦК членӗ патне е комендант патне пырса ҫакланаҫҫӗ. Артиллеристсем полкри мӗнпур тупӑсене, противотанковӑй дивизионӑн хӑш-пӗр тупписене вырнаҫтара-вырнаҫтара лартаҫҫӗ. — Пӑч-пӑч чӑпар мустанг? Кукуруза манӑн хуторӗпе пӗрремӗш вырӑнта, тырӑ тухӑҫлӑхӗ — никамӑннинчен лайӑх. — Усси вара мӗн? — Мӗншӗн калаҫас мар, — терӗм эпӗ, — тулли кӑмӑлпа калаҫатӑп, мистр Гэндс. Унтан, ҫак ытла та мӗскӗн этем ҫырма пултарнине ӑнланмасӑр, авалхи юлташӗ ҫине тепӗр хут тинкерсе пӑхса илнӗ. Ҫак лаша-хуҫа хӑйӗн тарҫисенчен пӗрне, тур лашине, ҫак выльӑхсенчен чи пысӑккине кӑкарнӑ ҫӗртен вӗҫертсе картишне илсе тухма хушрӗ. Иха ӑна тӗтреллӗ тӗкӗре ҫыхӑнтарма вӗрентрӗ ӗнтӗ. Намӑс ҫурчӗсене ҫӳрени, горничнӑйсем, кухаркӑсем, ют арӑмсем ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук. — Эпӗ нимӗн чухлӗ те кӑмӑлсӑр мар, — терӗм эпӗ. Пӗве ҫийӗнче тӗлӗнмелле хитре лотоссем чечекре лараҫҫӗ. Анчах килӗштерсе калама вӗсем чылайччен пултараймарӗҫ. — Эпӗ, выртаканскер пулсан та, ура ҫинче тӑракансем ҫине суратӑп. Ан пӑшӑрхан, Макар, ҫум ҫумланӑ ҫӗрте ҫурӑма хӗрхенсе тӑмӑп. Ку вырӑнта тинӗс уйрӑмах хаяррӑн шавлать. Хумсем палубӑна йӗпете пуҫларӗҫ. Хӑрушӑ паттӑр, тискер. Манӑн тактика: пулеметсем-и унта, пулеметсем мар-и — хӗҫе кӑлармалла та — малалла! Ҫыруне ун патне янӑ. Пассажирсем… Манӑн кӑмӑл савӑнӑҫлӑччӗ, хама хам нихҫанхинчен те вӑйлӑ пек туйрӑм. Ҫырусем вара маншӑн ачалӑх кунӗсем пек, пачах урӑх вӑхӑтри япаласем пек туйӑнатчӗҫ. Ӑна вӗренсен, вӑл хӑйӗн учительницине хӑй тавра ҫавӑркалама е ӑна ҫӗклесе мачча патнелле ывӑтма, хӑйне хӑй ҫӗнтернине уявлама тытӑнчӗ. Рене-Жан та кӗнеке патне пырса ӑна урипе тапрӗ. Пӗтӗм шанчӑк та ун ҫинче ҫеҫ манӑн! Хӑш-пӗр чухне Пойндекстер вӗсене пушӑпа ҫаптарнӑ, хушӑран ҫавӑ та кирлӗ тесе шутланӑ вӑл; анчах ҫапах та вӑл: ман чурасен ӳт-тире ҫинче хытӑ хӗненипе пулнӑ пӗр ҫӗвӗ таврашӗ те ҫук, — тесе мухтаннӑ. — Кайсам ара, ҫӑва патне, шуранка шуйттан! — Мӗншӗн тесен эпӗ ку тӗлӗшпе вӑйсӑр. — Эсир ҫутҫанталӑка юратмастӑр пулас? — терӗ Варенька мана пуҫне пӑрмасӑрах. Эпир перер стакан ӗҫрӗмӗр, Johann шӑллӑм та ӗҫрӗ. Ҫулсем тӑруках пӑсӑлса кайрӗҫ, айлӑмсене шыв илчӗ. Кӗрхи чи тӗксӗм кунсем килсе ҫитрӗҫ. Шлюпка пырса ҫапӑннипе хӑяккӑн выртса тӗпне путса аннӑ. — Эпӗ вара? — ыйтрӗ пӗчӗк Джек. Эпӗ ӑна ӑнланаймастӑп! — терӗ Николай, пуҫӗпе сулкаласа. Ҫывхарса килет вӑл! Аялалла анать! Ҫӗнӗ ҫӗрйӗркелӳ пулса иртиччен вӑл пире питӗ кирлӗ! Хӑй вӑл пӗртте пӑшӑрханмасть: ҫакӑн пек пурнӑҫ ӑна питех те килӗшет. Вакунра ҫавӑн чух сакӑр сехет ҫапла ларса пырасси маншӑн темле чӑтма ҫук хӑрушӑ япала пек туйӑнчӗ, эпӗ ӑна ӗмӗрне те манаймӑп. — Лекци вуласа парсан вара мӗн? — хӑвӑрттӑн каласа хучӗ Елена. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, Уэлдон миссиса, тыткӑнра тесе, питӗрсе усрама пултараҫҫӗ. Тен, сан юлташусем — Томпа ытти негрсем — халӗ те кунта тесе шутлатӑн пуль эс? Тӗрӗс калатӑп-и? — Хӑш-пӗр чухне ҫапла пулкалать; ҫакӑн йышши йывӑҫсенчен хӑшӗсем антрацит пулса тӑнӑ, ыттисем, ак ҫакӑнта выртаканнисем, чуллана пуҫланӑ ҫеҫ. — Тӗлӗнмелле, кӑҫал аслати питӗ кая юлса авӑтать, — терӗ Майданников. — Эсир ӗнер ман ҫинчен мӗн шухӑшларӑр, мсье Вольдемар? — ыйтрӗ вӑл, кӑшт тӑхтасан. Смолин сӑмахӗсем хыҫҫӑн виҫҫӗшӗ те пӗрер минута пӗр чӗнмесӗр ларнӑ. Шыв ҫийӗпе хура мӗлкесем тӑсӑлнӑ, казакӑн хӑнӑхнӑ куҫӗ вӗсене туран юхса анакан тымартуратсем тесе шутлать. Чи малтан Ганс хӑвӑрт, виҫеллӗ, лӑпкӑн утса пырать; ун хыҫҫӑнах икӗ лаши нимӗн хӑваламасӑрах пирӗн багажсемпе пыраҫҫӗ. Ҫырмаран панулмипе дыня шӑрши хӑпарса килетчӗ. — Ҫапах та, хӑйне ҫӗнтерчӗ! — терӗҫ мужиксем. — Ҫитет!.. Унӑн ывӑлӗсен пуҫра урӑх шухӑш пулнӑ. Эсӗ пӗле тӑркачах мӗншӗн пире каламастӑн? Ҫул ҫинче салтаксем мӗнле те пулин яла ҫаратма ӗлкӗрчӗҫ пулсан, кӗрпепе пӗрле пӗр-икӗ бататпа качака е пӑру какайӗн татӑкне хушса параҫҫӗ. Эпӗ ӑна лайӑх пӗлеттӗм», — тесе ответлет тепри. Пирӗн ӗҫсем ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ тесе эпир хӑюллӑнах калама пултаратпӑр. — Пирӗн ун пек тума май та ҫук, мӗншӗн тесен кунта пӗр пысӑк йывӑҫ та тупаймӑпӑр. Кайра пыракансем вӗсене хӑваласах пынӑ. Ҫук, эсӗ малтан кала, килетӗн-и е ҫук-и? Яланхи пек вӑрҫмарӗ. Ҫавӑнпа хӗвел аван пӑхмасан, ту тӑрринчен мӗлкӗ те ӳкес ҫук, вара кирлӗ кӑтарту та пулас ҫук. Мӗн тери хӑрушӑ асап кӗтет ӑна! Акӑ аса илтӗм, вӗҫес умӗн ӑна вӑратрӑм та эпӗ вӑл вӑраннӑ хыҫҫӑн мана палласа илеймерӗ. Тӗмесен чӑтлӑхӗнче вӑл хӑй ҫине пӑхакан, кӑвар пек ҫунса тӑракан куҫсенчен урӑх нимӗн те уйӑрса илеймерӗ. Кирек епле пулсан та, Динго «Пилигрим» ҫинче ҫак кун чапа тухрӗ. Чӑннипе каласан, хапхи те тупӑнчӗ. Кӑшкӑрчӗ, урисемпе тӑпӑртатрӗ! — …Вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитнӗччӗ, — терӗ вӑл штурман ҫинчен. 1619 ҫулта Жан Эдельс хӗвеланӑҫ енчи ҫыран хӗррисенче ҫӳресе унӑн пайӗсене хӑйӗн ятне парса хӑварать. Ҫапах та вунтӑваттӑмӗш, вунпиллӗкмӗш тата вунулттӑмӗш саспаллисенчен акӑлчан сӑмахӗ «iсе» пулса тухрӗ, 84-мӗш, 85-мӗш, 86-мӗш саспаллисенчен «sir» сӑмах пулса тӑчӗ; юлашкинчен документӑн чи варринче, вунвиҫҫӗмӗш йӗркере эпӗ латинла сӑмахсене палласа илтӗм: «rota», «mltabile», «ira», «nec», «atra». Акӑ кимӗ ҫывхарсах килчӗ, часах вӑл ман тӗле ҫитрӗ, унта пӗр ҫын кӑна ларать. — Ӑна, ҫав налога тултарса парас пулсан, ҫуркунне ҫитнӗ ҫӗре пӗттӗм ял выҫса вилет! — Кӑнтӑра вара, — хирӗҫлерӗ американец, — Чили патне ҫитиех каймалла. Ҫакна пула лапутянсем тӗрлӗ открытисем тӑвас тӗлӗшпе Европӑри пирӗн астрономсенчен нумай мала кайнӑ. — Ну, хисеплӗр эппин! Ӗҫне кура тӳлеҫҫӗ-и е урӑхла? Акӑ мӗн: кала луччӗ, хӑҫан килет вӑл? Санӑн ункӑ моделӗ пур. Ункӑ урлӑшне шӑпах вырнаҫакан тӑватӑ пӗчӗк чӑмӑркка суйласа туп. Модель ҫинчи кашни пӗчӗк чӑмӑркки пирӗн Ҫӗр вырӑнне тӑрать! Санин иртӗхсе кайнӑ артиста мӗнле лӑплантармаллине пӗлмерӗ. Вакса коробки ӑшӗнче тӗрлӗрен тӳме нумай выртатчӗ, вӑл мухтанса мана ҫапла ӑнлантарса пачӗ: — Вӗсене эпӗ пурне те урамра пуҫтарнӑ! Алӑк урати ҫинче тӑрсах тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ. Йывӑҫсем хыҫӗнче кӑвайт ҫулӑмӗ курӑнчӗ. Ванокан становищн вӑл Пясина юханшывне юхса тухакан пӗр ҫырма хӗрринчи чи тӗксӗм вырӑн. Улӑм урине купаласа ҫитерсен тин, ҫилтен хӳтӗлеме ун йӗри-тавра чалӑшшӑн вӗрлӗксем тӑратса тухсан тин, вӑл салхуллӑн сӑмах хушрӗ. Разметнов куҫне чеен хӗсрӗ: — Эпӗ, калас пулать, сана чутах ҫылӑха кӗртеттӗм, Макар: Мартыновскинчен ҫула май Шахты хулине, Лукерйӑна курма кӗретӗн тесе шутланӑ эпӗ… Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулинче ертӳлӗхе Хура орден гражданӗсем тытӑмлаҫҫӗ; вӗсем хӑйсене Магацитлсем — «хӗрхенӳсӗрсем» — теҫҫӗ. — Павел Петрович, малтан «Джунглие» кайса курар мар-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл. — Паян пирӗн патра ҫӗнӗ хӑна пуласси ҫинчен кӑна асӑрхаттарас терӗм. Гафель ҫавӑнтах анчӗ, усӑнса аннӑ парус пысӑккӑн хӑпарса шыв ҫинче юхса кайрӗ. Мӗн тери тӑрӑшсан та нирала туртса илме пултараймарӑм. Кӑна тума ман вӑй ҫитес ҫук. Вӑл хӗрӗн ҫӑмӑл кӗлеткинче мӗн пуррине пурне те пир ҫине ӳкерсен портрет чаплӑ пулнине кӑтартакан нумай енсем курчӗ; хӗр сӑнне ҫавӑн пекех тусан вӑл ытти портретсенчен чылай уйрӑмрах пулассине асӑрхарӗ. «Хисепле пансем!» кӑшкӑрать шалҫа пек вӑрӑм пӗр жичӗ, хӑраса ӳкнипе мӗскӗнӗн курӑнакан сӑн-питне хӑйӗн юлташӗсен ушкӑнӗнчен кӑтартса. Унӑн кӗрнексӗр кӗсри хыҫҫӑн, мӑйне ҫыхса янӑ пӗчӗк шӑнкӑравне уҫӑмсӑррӑн тӗнкӗлтеттерсе, кӑпӑшка хӳрине тӑратса, тачка пакӑлчак шӑммиллӗ ҫинҫе урисене вӗлтлеттерсе, тихи чупса пырать. — Павлов лейтенантпа. Смоленск таврашӗнчи хресченӗсем ӑна ҫӗр каҫма пушӑ ларакан пустав тӗртмелли ҫурта хупса лартнӑ, тепӗр ирхине вара пӗве ҫывӑхӗнчи вакӑ патне илсе пынӑ та, de la grrrande armée барабанщикне хӑйсене хисеп тума, урӑхла каласан, пӑр айне чӑмма ыйтнӑ. Снарядсем час та часах ҫурӑлма тапратрӗҫ. Ҫул ҫине! — Эп никама та тӗл пулман, — терӗ американец. — Мӗнле вӑхӑт тата вӑл? Ку вӑл ӳсӗр те шавлӑ хаваслӑх пулнӑ, кунпа пӗрлӗх вӑл хура хупах пулнӑ, кун пек хупахра хӑйне пӑсса улӑштаракан хаваслӑхпа ҫын хӑйне-хӑй манса каять; ку вӑл шкулти юлташсен туслӑ ушкӑнӗ пулнӑ. Астӑвӑр, кам ӗҫе тухманнисене бригадирсем шута илсех пыраҫҫӗ. Юлашкинчен, тата икӗ сӑмах, bringt ihnen тенӗ сӑмахсем пур, кусене ӑнланса илме ҫӑмӑл. Путсӗр хӗр! — Эпӗ те ҫапла шутланӑччӗ. Анчах вуҫех те йытӑ валли мар. Унтан шыҫса кайнӑ тутисене мӑкӑртса, хытӑ ҫыртса лартнӑ, тилӗ шӑлӗсем пек шӑлӗсене кӑтартса хушса хучӗ: — Хӗрарӑм урӑххипе выртни вӑл пӗртте малтанхине юратма пӑрахнине пӗлтермест-ха! Элен килӗшрӗ. Ӑна, чӑнах та, Сонька тенине пурте пӗлеҫҫӗ… Вӑл ҫӑварне уҫрӗ тейӗпӗр, енчен ӑна хупма васкамарӗ пулсан, мӗн те пулин суятех. Гленарван вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнать. Кӳр-ха, Давыдов, ҫапла тӑвар: кам пулса иртнине аса илет — ҫавӑнне куҫне чавса кӑлармалла пултӑр! Юрать-и, э? Хӑпарса пырать хайхискер, чип-чиперех тусанпа чыхӑнса апчхулать. Пӳртне питӗрсе, уҫҫине иккӗшӗ те пӗлекен вырӑна хурса, Федор ҫинчен мӗн те пулин пӗлме пулмӗ-ши тесе, Климка патне утрӗ. Фаллус! — каҫса кайсах кӑшкӑрнӑ ӑсран тухнӑ мӑчавӑрсем. Аялти хутри чӳречесем ҫийӗпе тулалла гранитлӑ карнизсем тухса тӑраҫҫӗ; ҫӳлти хучӗ йӑлтах пысӑк мар темиҫе алкӑран тӑрать; вӗсен хушшинче герблӑ решуткасем курӑнаҫҫӗ; ҫурт кӗтессисене те гербсем туса лартнӑ. — Сид! — терӗ мӑнаккӑшӗ хӑй (курмасан та мӑнаккӑшӗн куҫӗсем ҫуталса кайнине туйса илчӗ Том). Конституцисен тепӗр ушкӑнӗ демократиллӗ йӗркесене ухатанах йышӑнать, вӗсем ҫинчен сарлакан та пӗлтерет, анчах ҫавӑнпа пӗрлех вӑл тӗрлӗрен сӑмах тӗртсе хурса, тата пӳлӳсем кӗртсе, ҫав демократиллӗ правасемпе ирӗксене пӗтӗмпех чӑлахлатса хӑварать. Ыйтӑр, ан вӑтанӑр, сирӗн ӑна валли права пур, — терӗ командир, машинӑна вӗтлӗх вӑрман урлӑ, ҫулсӑр-мӗнсӗрех, «каюра хулинчи» ҫӗрпӳрт тӗмескисем хушшипе ҫав тери ӑста илсе пырса. Ҫак ҫынсем Гленарван, Элен, Мэрипе Роберт Грант, майор, Паганель, Джон Мангльс, Ольбинет тата икӗ матрос пулчӗҫ. — Юрать, — терӗ старик. Унтан электричество вӑйӗсем те хумханса кайнӑ магнит йӗппи ташлани те манӑн шухӑшсенех ҫирӗплетрӗ. Чуллӑ массӑн темӗн чухлӗ йӑлтӑркка та яка кристалӗсем ҫинче пирӗн аппаратсенчен тухакан ҫутӑ ҫав тери нумай тӗрлӗ кӗтеслӗ кӗленче ҫине ӳкнӗ пек саланса ялтӑртатать, эпир пысӑк хӑвӑл алмаз ӑшӗнче пынӑ пекех туйӑнать. — Эсӗ, кирек ӑҫта та начар енне ҫеҫ куратӑн… материалист! — хушса хучӗ вӑл йӗрӗнсе. Пурте питӗ шухӑша кайрӗҫ… Цейль, Франкфуртӑн тӗп урамӗ, сахал улшӑннӑ, анчах Розелли г-жа кондитерскинчен ҫеҫ мар, вӑл ларнӑ урамран та пӗр йӗр те юлман. Вӑл яланах пулакан истори — пурте укҫа тӗлӗшӗпе пӑхӑнса тӑрасси ҫинче тытӑнса тӑрать. Унӑн ҫыртса пӗтернипе шыҫса каннӑ тутисем хускалман пекех пулнӑ, сӑмахӗсем пырӗнчен мар урисем патнех анса ларнӑ хырӑмӗнчен тухнӑ пек илтӗннӗ. Хырӑмӗ унӑн хӑрушла кӳпӗнсе кайнӑ, халех ҫурӑлассӑн туйӑннӑ. Кӑвакарнӑ пичӗ те тӑртаннӑ; хӑй вӑл ывӑннӑ йытӑ пек сывланӑ, чӑмласа пӗтернӗ чӗлхине те йытӑ пекех тӑса-тӑса кӑларнӑ; пуҫӗнчи ҫӳҫне ярса тытса туртнӑ, тӑпӑлтарнӑ, хӑй пӗрмай, ӳкӗтсӗр ҫынна ӳкӗтленӗ пек: — Ыв-вӑл… Майӗпен-майӗпен Лось ытарма ҫук канлӗхпе рехетлӗх туйма пуҫларӗ, тӗлӗнмелле ҫак пике ҫине тӗмсӗлсе лармалла та лармалла. Ҫавна ҫеҫ кӑтартнӑ пулӑттӑм-и эпӗ!..» Манӑн ӗмӗтӗм ҫунатланса кайрӗ. Эпӗ умывальник патне чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса чупатӑп, уҫӑ кантӑк умӗнче гимнастика тӑватӑп. Ачасен Худфонд лагерӗ тепӗр хут пулса иртнӗ эвакуаципе таҫта, Новосибирск патнелле куҫнине пӗлмесӗр, эпӗ Ярославль облаҫӗнчи кукамай патне те ҫырса ятӑм. Катьӑпа мӗнле те пулин инкек пулнӑ пулсан, мана ун ҫинчен кам та пулин ҫырса пӗлтернех пулӗччӗ тенипе ҫеҫ хама хам лӑплантартӑм эпӗ. …Ҫав инкек кӳрекен кун — 1942 ҫулхи февралӗн 21-мӗшӗ — ман асӑмрах тӑрса юлчӗ. Ӑнланмаллах ӗнтӗ ҫакна! — Епле хӑратрӑр эсир мана! — терӗ вӑл. — Аркатаканӗ ҫук, анчах эпӗ сана вӗрентӗп, мӗн тӑвас тен: ачи лайӑх, старике манмастӑн. — Кӑмӑлӑр ҫук пулсан, сунма кирлӗ мар апла. Ачасем ирпе сунара кайса пӗчӗк вигвама каялла пушӑ алӑсемпех тавӑрӑнни те пулкаланӑ. Илсе кайӑр та сыхлӑр. Том пуҫӗ ҫине аллине хурса, вӑл ҫемҫен ҫапла каларӗ:— Эпӗ санах усӑ тӑвас тесе тӑрӑшрӑм вӗт, Том? Юратнӑ чунсемпе йывӑр чирлисемсӗр пуҫне, — Нагульновшӑн пулсан вӗсем пурте пӗрех, — хуторта Макар Нагульнов хӑй чи кая юлса ҫывӑрма выртать. Ун кӑкринче ҫынсене ывӑлӗн чӑнлӑхӗ ҫинчен каласа парас кӑмӑл вӑйлӑн ҫулӑмланса хӑпарчӗ, ҫынсем ҫав чӑнлӑха хирӗҫ мӗн каланине илтес, вӗсен сӑмахӗсем тӑрӑх суд мӗнле йышӑнассине сиссе пӗлес килчӗ. — Артур, Артур, эсӗ мана тӑнран ярас тетӗн-и вара? — Пуҫламӑшӗ аван… — терӗ Павел! — Костьӑшӑн пысӑк спасибо сире. Чеченец Лука ҫине пӑхса илчӗ те, ерипен ҫаврӑнса тӑрса, леш енчи ҫыран ҫине пӑхма пуҫларӗ. Ҫапла вӑл, икӗ енчен те йывӑҫсемпе сулхӑнланнӑ ҫулпа шухӑша кайса пынӑ чух, ун ҫине сасартӑк хитре вӗшле йытӑ вӗрсе янӑ. — Турӑран хӑрамастӑн эсӗ, вӑрӑ-хурах! — терӗ ӑна Савельич ҫилеллӗ сасӑпа. Иккӗленмелли ҫук, кусем чӑнах та вырӑссем. Ротнӑй командир пирӗн, эсир пӗлетӗр-ши, капитан Еремеев пулсаччӗ». — Хӑш енчен килмешкӗн кӑмӑл тӑвайрӑр? — Мӗншӗн лартрӗҫ-ха? Анчах хӑни, ӗне утта ҫаратнӑ пек, ҫӑмаха хыпать те хыпать. Икӗ хӗрӗ утиялпа чӗркенсе ларнӑ, ҫӳҫӗсем сапаланчӑк вӗсен. «Тупата туршӑн, Иван Иванович, сирӗнпе калаҫиччен малтан тӑраниччен пӑрҫа ҫимелле иккен». (Ку питех мар-ха, тепӗр чухне Иван Никифорович унтан ҫивӗчрех сӑмахсемпе пӗҫертсе ярать.) Ку пысӑка пӗлтерекен паллӑ. Поляницӑн куҫ харшийӗсем пушшех ҫӳле ҫӗкленчӗҫ. Ӑна пурнӑҫ тӑршшӗнче нихҫан та ҫакӑн пек ыраттарни пулман, нихҫан та вӑл кун пек ҫилӗленсе курман. Урама тухма хӑраҫҫӗ. Санӑн кӗллӳ унта хӑвӑртрах вӗҫсе ҫитӗ. Кӑвакарчӑнӗсем, ан тив, чайкӑсем пулччӑр, — шутларӗ Женя, — сарайӗ — пысӑк карап пултӑр. Лашасен ура сассисем хӳшӗ хыҫӗнче илтӗнсе кайрӗҫ. Тӑвӑр пӳлӗмре, тӑват кӗтеслӗн вырнаҫтарнӑ саксем ҫинче, пичӗсене шалалла туса, виҫҫӗмӗш свод салтакӗсем лараҫҫӗ. (Вӑл пит-куҫне ик-виҫӗ тӗрлӗ чалӑштарса кӑтартрӗ.) Ман куҫсенче ним те урмӑш палли ҫуккине пӑхса пӗлсе ҫитсен тата эпӗ ӗретлех калаҫнине курсан, мана хӗпӗртесе хӑналама тытӑнчӗ. Эпир иксӗмӗр анчах тӑрса юлсан, вӑл мана хам курни-чӑтни ҫинчен тата ҫак тӗлӗнмелле ещӗк ӑшне эпӗ епле лекни ҫинчен каласа пама сӗнчӗ. Мана Редрэтпа темӗнле ватӑ та мӑнтӑр джентльмен хушшине кӳртсе лартрӗҫ. Хӑвӑрт кайнипе сивӗ каҫа пӑхмасӑрах, эпӗ часах ҫывӑрса кайрӑм. Эпир пӗрре тӑвалла, тепре анаталла вӗҫтерсе пытӑмӑр, эпӗ арлан пек ҫывӑрнӑ, пур станцӑсем патӗнчен те ҫывӑрса иртнӗ. Мана ҫурӑмран ҫапни вӑратса ячӗ. Эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм. Эпир хула урамӗнчи пысӑк ҫурт умӗнче тӑратпӑр мӗн. Ытла калаҫма вӗренсе кайнӑ-ха эсӗ… Станра вара, унччен ҫур сехет маларах акӑ мӗн пулса иртнӗ: Щукарь мучи малтанхи кун пӑттине ытлашши тӑварлӑ пӗҫернӗ пулнӑ. Куҫӗсем тигрӑнни пек. Унӑн хӑйӗн ҫуртне сутмалла та пирӗн пата пурӑнма куҫмалла кӑна, — тенӗ. Вӗсем ҫынсене пӗчӗк кӑлтӑксемшӗнех — алӑра икӗ пӳрне ҫитменшӗн, нервӑсем хавшама тытӑннӑшӑн е ура тупанӗ лаптак пулни палӑрнӑшӑнах авиацирен кӑларса янисене аса илчӗҫ. Нагульнов крыльца картлашкисем тӑрӑх чи малтан хӑпарчӗ, алкум патне пырса, шашулккине шӑнкӑрт тутарчӗ. Ман атте… Тутар хӗрарӑмӗ пӗшкӗнчӗ те ҫӗрти пӑхӑр лампӑна алла илчӗ; лампи ҫинҫе те ҫӳллӗ тӗплӗ, айӑккинче ун сӑнчӑрпа ҫыхса лартнӑ хӗскӗч, вутне вӑйлатмалли шпиль тата сӳнтермелли тимӗр ҫакӑнса тӑрать. — Ой, пӑрӑнӑр! — йынӑшса илчӗ Олейник. — Парохода чалӑштарса ятӑр, саланӑр, шуйттансем… Карчӑк айӗнчи кивелнӗ йывӑҫ кравать чӗриклетсе илчӗ те, Ҫӑрттан мучи хӑлхине чанк! тӑратрӗ. Вуланӑ май, Горева тӗлӗнсе кайрӗ. Индеецсем килмен пулӗ-ҫке? Вӑл ҫамрӑк мар, унӑн хӑтсӑр, ҫынна хурлакан, тӑмананӑнни пек витӗр курӑнакан сарӑ тӗслӗ куҫӗсем хаяр, йывӑр; чышкӑ пек чӑмӑркка та туртӑнса тӑракан мускуллӑ пичӗ хӑйпе калаҫма тӑракан кашни ҫыннах хӑратать. Атте еркӗнӗн упӑшки вара хӑйӗн икӗ тӑван пиччӗшне хӗтӗртнӗ. Лось пуҫне усрӗ, — ара, Гусев куҫӗсемпе шӑтарасла пӑхать. — Аз есмь! Шӑп ҫавӑ! — тавӑрчӗ лешӗ, хӑйӗн тиечукӑнни пек вӑрӑм ҫӳҫлӗ пысӑк пуҫне тайса. Унта ҫивиттипе витнӗ пӗр ҫын выртатчӗ, эпӗ ӑна уҫса пӑхрӑм та сана унта ямарӑм. Ну вӑт, кирлӗ пулсан, эсӗ хӑвӑн укҫуна илме пултаратӑн, мӗншӗн тесен унта вырта-канни сан аҫуччӗ. Хуҫисем тӑман-ха. — Мӗнтен эсӗ ҫавнашкал хӑраса карӑн-ха? — илтрӗм эпӗ унӑн инҫетрен пек илтӗннӗ сассине. Пӗр-икӗ хутчен барометрӑн ртуть юпи ҫӳлелле ҫӗкленсе анчӗ — ку ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнасса, хӗвелтухӑҫ енчен вӗрессе пӗлтерчӗ. Австралири Альп тӑвӗсен тӗпӗ ҫителӗклех ансӑр темелле. Унӑн тӗпӗ сакӑр миль сарлакӑшӗнчен ытла та мар. Ҫынни, акӑ, пирӗншӗн суранланса пӗтнӗ, юн тӑкнӑ, темелле… — Эсӗ лайӑхскер, кулӑшласкер иккен! — тенӗ палламан ҫын. Кам пирӗн ҫинчен калать — ҫав ҫакна… калать! — кунта Маякин илемсӗр сӑмахпа вӑрҫса илнӗ, — урӑх нимӗн те мар! Ҫак йӗркесӗр тӑрмашу ӑна савӑнтарчӗ, амӑшӗ вара:«Эппин — вӑл та тарма пултаратчӗ!» — тесе шухӑшласа, хӑвӑртрах утса кайрӗ. Анчах та чи малтан Порфирий Овчинников харкашма тытӑнчӗ… Пӗр енчен ирӗлнӗ уйӑх чӳрече витӗр ҫуттӑн пӑхса тӑнӑ, чӳрече карри хуллен хускалнӑ; картишӗнче Кучум ӳлесе ячӗ, вара, ӑна ответ панӑ пек, аслӑ Артамонов, аллисемпе сарлакан сулса сӑхсӑхнӑ май, килӗшӳсӗр хыттӑн:— Пурӑнасса та ҫӑмӑл пурӑнчӗ, вилессе те ҫӑмӑл вилчӗ… — терӗ. Карап-ракета атмосфера чиккине ҫитсен, сывлӑш чӑрмантарма пӑрахнӑ пирки унӑн хӑвӑртлӑхӗ ӳсме пуҫлать. Хӑвӑртлӑха пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ӳстермелле. Трамвай тӑрук хускалсан, ҫынсем каялла сулӑнни пирки ан ман. Вӗсенчен пӗри вутпуҫҫи тытса тӑрать. Вара, Санин енне ҫаврӑнса, ун амӑшӗ епле аванни, вӑл епле чипер хӗрарӑм пулни ҫинчен кӑшт шӳтлесе каласа кӑтартма пуҫларӗ. Иртсе кай! Анчах эпӗ часах ку хӗр лешӗ мар, тата халех пуҫланмасть-ха, тесе шухӑшласа илтӗм. Ку ушкӑна та бараксенче пӗр-ик уйӑх тытнӑ пулсан, Алвиш ӑна та чылай пысӑк хакпа сутатчӗ. Ҫак япаласем хыҫне вӑрман кӑрккин ҫуначӗсенчен тунӑ икӗ пысӑк веер сарса хӗстернӗ. Бортсен ҫупӑкӗсенчен халь-халь шыв вӑркӑнса кӗрсе трюма тулассӑн туйӑнать. А вӑл мӗнле йӑванса пынине эс хӑйӗнчен ыйт. — Эсир, господин герцог, коммерцирен йӗрӗнместӗр, паллах? — ыйтрӗ хӑюллӑрах мӑнтӑркка майор. Канашлу йышӑннине аса илсе, Оренбург хӳмисем хушшинче чылайччен хупӑнса пурӑнма тивессе курнӑ май, эпӗ тарӑхнипе кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм. Сцепщик кулса ячӗ. — Чаплӑ та каларӑр, сударыня!.. Вӗсене Женя пухнӑ. Авдюш каласа та пӗтерейменччӗ, ҫӳлти хутӗнче, пирӗн тӗлтех, такам ҫӳреме те тапратрӗ. — Вӗсем ҫынсем пекех пурӑнаҫҫӗ. Анчах пӗр кунтан укҫа тыткӑчи мӗнӗпе пӗрлех ҫухалчӗ, — эпӗ ӑна карчӑках пуҫтарса чикнӗ тесе шутлатӑп. Унӑн хыпашлав туйӑмӗ ҫав тери ҫивӗч пулни пурне те тӗлӗнтерет. Сывлӑшра пӗр-икӗ хут та хире-хирӗҫ ҫапӑнса, тытӑҫса ӳкрӗҫ… Типсе кайнӑ ҫӑварӗ унӑн уҫӑлсах тӑрать, аран-аран хӑрӑлтаткаласа сывлать вӑл; тӑхлан тӗслӗрех кӑвак куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса чӑмӑртаннӑ ҫивитти айӗнчен бинтпа чӗркесе пӗтернӗ сылтӑм аллин юлашки курӑнса выртать. Нина Капитоновна улма шуратать те, аллинчен ҫӗҫҫи темиҫе хут та тухса ӳкрӗ. Кун пек вӑхӑтсенче унӑн ҫивӗч ӑсӗн те вӑя ҫитмест иккен. Эсир, хамӑрӑн ӗҫ пӗтсе ҫитнӗ, тесе шутлатӑр. — Художник пулмӑп-и-ха. — Мӗн? Анчах та Иван: «нимех те ҫук: сӑмсӑр тап-тасах!» терӗ. Лосьпа Гусева хӗрарӑмӑн ал тупанӗ ҫинче шуранка-симӗсрех, шурӑрах шар тухса выртнӑн туйӑнать. Юлашкинчен ӑна аранах лешӗнчен хӑйпӑтса илнӗ, такамсем ун ҫине выртса уртӑннӑ, вара вӑл урисен вӗҫӗнче, урайӗнче, хӑй хӗнесе пӑрахнӑ ҫынна, хӗрлӗрех тӗтре витӗр курнӑ пек, асӑрханӑ. Ним шарламасӑр темиҫе утӑм кайнӑ хыҫҫӑн, казаксем канавран пӑрӑнчӗҫ те хӑмӑшсем хушшинче кӑшт ҫеҫ палӑракан сукмак йӗрӗпе Терек патне пырса тухрӗҫ. Пӗр сӗтел хушшинче апатланчӗҫ. Мӑнаккӑшӗ чуптурӗ те ӑна, ҫавсем ӗнте пӗр ҫулталӑка та ҫитетчӗҫ пулӗ, тапхӑрӗ-тапхӑрӗпе Тома акӑ ҫакӑн пек туйӑнчӗ: «Мӑнаккӑше хӑйне юратни турра тав тунипе юратса чуптунинчен мар, чышкӑ парса илнисенчен ытларах палӑрса тӑрать», — терӗ вӑл. Вӑрӑм та ҫӳхе сӑмси, аялалла авӑнса кӗнӗскер, шурӑ мӑйӑхсен хушшине тарса пытанасшӑн пек тӑнӑ; старик тутине уҫкаланӑ чух унӑн вичкӗн сарӑ шӑлӗсем йӑлтӑртатса кайнӑ. — Тем парсан та каламастӑп. Капӑр фрак тӑхӑнас, типӗ тытнӑ хыҫҫӑн тутлӑ апат ҫисе тӑранас, лайӑх хваттере куҫас, халех театра, кондитерскине, тата… каяс, ытти ҫӗрте пулас. — Эпӗ ун пирки чылайранпа шухӑшлатӑп ӗнтӗ, — калама васкарӗ атте, — сирӗнпе канашласа пӑхасшӑнччӗ, анне: Сен-Жерома, халь вӗсене билетсемпе уроксем параканскерне, чӗнмелле мар-ши пирӗн? Вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ, Ромашовпа юнашар чӳрече янахӗ ҫумне таянчӗ те пӑшалӗн автанне туртса лартрӗ. — Вӑл ман юлташ, ӑна кунта эпӗ илсе килтӗм. Шалый пикенсех ӗҫлеме тытӑнчӗ те, юсама кӳрсе панӑ сӳресене, бункерсене, запашниксене, сеялкӑсемпе плугсене мартӑн 15-мӗшӗ тӗлне веҫех юсаса пӗтерчӗ. — Отпускра та пулман-и? Шуса ҫӳрекен паккӑҫ, тьфу, урӑх ним те мар! — Э, ҫаплах айванланатӑн эсӗ, Павел Павлыч. Ун ҫутинче эпӗ ҫыранран катара тӑракан икӗ карапа куратӑп, шупка пӗлӗт ҫинче вӗсен хура мачти урлашкисем, эрешмен карти евӗрлӗ, пӗр хускалмасӑр палӑраҫҫӗ. Тихон, — пӗтӗмпех эс турӑн ҫакна, эх, этем… — Мӗн таккатӑн ҫак эсӗ? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл санитара. Апостолсемпе агитаторсем, кӗрешӗве йӗркене кӗртсе, тусемпе айлӑмсем тӑрӑх, ҫӗршывра урлӑ та пирлӗ ҫитсе ҫӳрерӗҫ. Ӑҫта вӗҫсе кайрӗҫ ӗнтӗ вӗсем? — Манӑн ваткӑллӑ кофта пур, анчах питӗ кивелсе кайнӑ вӑл… Ҫӗрӗн калӑпӑшӗ мӗн пысӑкӑш-ши? Мана куҫҫуль пӑврӗ, эпӗ диван ҫине лартӑм, урӑх ним калама пултараймасӑр пуҫа ун чӗрккуҫийӗсем ҫине хурса, кӗҫ-вӗҫ вилсе каясла ӗсӗклесе йӗтӗм. Вӑрман шӑпах, уҫланкӑ ҫинче тӑри юрри янрать, улатаккасем йывӑҫ вуллине шаккаҫҫӗ, касса янӑ хырсен усӑннӑ тураттисем хушшинче вӗҫкелесе кӑсӑясем ҫилессӗн чӗнклетеҫҫӗ. Вӑл каланипе эпӗ пӗтӗмпех килӗшрӗм те, пит те тӑрӑшса вӗренме тытӑнтӑм. Вӑл ӗлӗкхине манма пултараймӗччӗ тесе шухӑшлатӑр иккен эсир? — Питех тӗттӗм пулать пулсан, эпӗ те унӑн хыҫҫӑн каятӑп, Гек. Ҫак паллӑ куна Паганель капӑртарах уявласа ирттересшӗн пулчӗ. Анчах каҫхи апатри пулас меню начартан та начар, ҫавӑнпа вӑл Роберта «кӳршӗри вӑрмана» сунара кайма чӗнчӗ. Тапӑнакансен малтанхи юхӑмӗ шӑтӑкран ыткӑнса кӗрсенех пӗтӗм баррикада аҫа-ҫиҫӗмпе ялкӑшса илчӗ; ҫӗр айӗнче аслати авӑтнӑ пекех туйӑнчӗ. Аппӑшӗ мӗн пирки хӑйӗнчен ҫавна ыйтни ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑр, Генри карточкӑна кактус ҫинчен илчӗ те Луизӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине пӑрахрӗ. Манри сведенисем тӑрӑх, унӑн банкри текущий счечӗ те пӗчӗк мар. — «Лиденброк тинӗсӗнче» ҫил-тӑвӑл пулнӑ вӑхӑтра сулӑ ҫинчи тимӗре магнитланӑ ҫиҫӗм пирӗн компасӑн йӗппине те хирӗҫле электричествопа ӗнернӗ. Эпӗ ҫав тери лӑпкӑн шухӑшласа выртрӑм. Тӗлӗнмелле патшалӑхсем ӑна курӑнман. Ку розӑсем вара сирӗн валли, синьор Риварес. — Вӗсем йӗпхӗреслех тутӑ та, вӗсен хӑсӑк тухать пулмалла ӗнтӗ! — Эпӗ лактометр ҫӗмӗртӗм, ҫакӑнпа ӗҫ те пӗтрӗ. Ҫав инструментсемпе пирӗн йышшинчен тыткалама меллӗрех япаласем тӑваҫҫӗ. Эпӗ сана хамӑнне виҫӗ монетӑллах паратӑп. Кӗтӳҫ пӳрчӗ ларакан сӑртран черкессем анатчӗҫ, вӗсем таркӑна чарӑнма хушса кӑшкӑрашрӗҫ. Акӑ халь Любӑн хӑйӗн те, вӑхӑт килсе ҫитнӗрен кӑна, ашшӗшӗн кӗрӳ тата ӗҫе малалла чӗртсе пыракан кирлӗрен анчах качча каймалла иккен. Пӗри вӗсенчен, лутра та ырханскер, пуҫне улӑм шлепке тӑхӑннӑскер, хут купӑс каланӑ, тепри, хура мӑйӑхли, картузне ӗнсе ҫине лартни, купӑс кӗвви май ҫурма сасӑпа юрланӑ. Ку акӑ мӗншӗн: тапӑнса яла вут тӗртнӗ хыҫҫӑн хӗрӗхрен иртнӗ ҫынсене пӗр шеллемесӗр вӗлернӗ е таврари йывӑҫсем ҫине ҫакнӑ. Асатте пурӑннӑ вӑхӑтран пуҫласа ку таранчченех официантсенни текен пӳлӗм витӗр тухса, эпир атте кабинетне кӗтӗмӗр. Динго та пулин, хыҫалти урисем ҫине тӑрса, экипажпа сывпуллашнӑ пек пуҫне борт леш енне кӑларчӗ. Унтан чӗннӗ ҫынсем пуҫтарӑна пуҫларӗҫ, икӗ ултавҫӑ та хӗрачасемпе пӗрле малти кӗтесе, тупӑк пуҫне, ларчӗҫ; ҫур сехете яхӑн хӑнасем, виле ҫине пӑхса, тупӑк ҫумӗпе карталанса утрӗҫ, хӑш-пӗрисен куҫӗсем шывланнӑ; пӳлӗмре чуна ыраттаракан шӑплӑх тӑрать, хӗрсемпе икӗ ултавҫӑ кӑна куҫӗсене тутӑрпа тӗкӗне-тӗкӗне илеҫҫӗ, пуҫӗсене усса шӑппӑн ӗсӗклеҫҫӗ. Ҫав приказпа ҫапӑҫура вилнӗ Болотин капитан вырӑнне пӗрремӗш батальон командирӗ пулма Головко старши лейтенанта, ҫуран разведка взвочӗн командирӗ пулнӑскере, лартрӗҫ. — Пророкла картинка, — асӑрхарӗ доктор, виселица ӳкерчӗкне пӳрнипе тӗртсе. Ӑнсӑртран ҫӳлелле пӑхнӑ та вӑл хӑйӗн пуҫӗ тӑрринче ҫырла йывӑрӑшӗпе авӑнса аннӑ йывӑҫ тураттине курах кайнӑ. Артур урипе тапрӗ. — Эсӗ ташласшӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Анчах ӑна урӑххине курма пӳрнӗ пулнӑ. Аллинче кӑкшӑм. Ҫав ҫын, хӑйне тивӗҫлине пӗтӗмпех илни кам пулни мана питӗ интереслентерчӗ, мӗн тивӗҫлӗ пулнӑ-ши ӑна? Икӗ кивӗ пистолет вырӑнне вӑл пӗр купа тӗрлӗ хӗҫ-пӑшал курчӗ. Хӑраса ӳкнӗ шӑна ҫав вырӑнтан вӗҫсе кайсан вара, суккӑрӑн пичӗ ҫинче аптраса тӗлӗнни палӑратчӗ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑнах пӳлӗмрен пӗр вун тӑватӑ ҫулхи хӗрача тухрӗ те ҫенӗке вӗҫтерчӗ. Берестовпа унӑн стременнойӗ, карланкисем ҫурӑлас пек кӑшкӑрса ярса, йыттисене вӗҫерсе янӑ та мулкач хыҫҫӑн сиккипе вӗҫтернӗ. Нагульнов, сасартӑк уҫӑлса кайса тата савӑнӑҫлӑрах ҫиҫме пуҫланӑ куҫне йӑлтӑрттарса, ҫапла сӗнчӗ: — Давай, Ҫемен, эпӗ те санпа пыратӑп! Гарни хӑйӗн шлепкине утпа хӑвалать Грэнджерфорд полковник пур енчен те чӑн-чӑн джентльмен, чунӗ-юнӗпе джентльмен вӑл, ҫавӑнпа унӑн ҫемйи те калама ҫук ырӑ. Петр арӑмӗ ытлашши тӑрӑшнине, унӑн ачашлӑхӗ хӑйне хавшатса пынине ытларах та ытларах туйнӑ. Ҫӑлтӑрсем сӳнеҫҫӗ. Атту вӗлеретӗп кама та пулин, хама та вӗлеретӗп, терӗм. — Вӑл апла туни лайӑх мар-ҫке, — терӗм эпӗ, — Володя унран япӑхрах вылять, ахӑр? Кӑнтӑрла ҫитеспе хура платйӗллӗ, ҫӳллӗ те илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм килсе кӗчӗ. Сулӑран ырӑрах кил ҫук. Ҫаплах каларӑмӑр эпир. Кӑнтӑрта вара пӗччен ҫын та, никам пулӑшмасӑрах, тулли дилижанса тӑр-кӑнтӑрлах тытса чарса ҫаратма пултарать. Вӗсем хӑйсен куҫӗ умне тӗл пулакан пур япаласем ҫине те ӗмӗтсӗрленсе сиксе ӳкеҫҫӗ те, вара курӑксене те, тӗрлӗ тымарсене те, ҫырласене те, шӑршӑ ҫапакан какая та пӗр уямасӑр ҫиеҫҫӗ-мӗн. Озеров хӑй хӑваласа янӑ ҫулҫӑсем каллех шыв лупашки варринелле пуҫтарӑннине сӑнаса, итлесе ларчӗ. Икӗ пин салтак ытла, вӑрман патӗнчен шурлӑх патне ҫитиех, авкаланчӑк сӑнчӑр пек, темиҫе километра чӑсӑлса кайса окопсене кӗре-кӗре ларнӑ… Серьга Хахай Костьӑна ӑнлантарса пачӗ: «Партизансем пурӑнаҫҫӗ кунта», терӗ. — Ак ӗнтӗ, — кӑштах улшӑннӑ сасӑпа каларӗ вӑл, — халь эп хам та пӗчченех юлтӑм. Пирӗн районти халӑх Нагульнов ҫине ҫав тери хытӑ тарӑхнӑ. Аттерен сӳс шӑрши, хӑш-хӑш чух тата панулми, ҫӑкӑр, тепӗр чух лайӑхмарланнӑ машина ҫӑвӗн шӑрши кӗретчӗ. Астӑватӑп-ха, ҫав шӑршӑ мана темле кичемлентерсе яратчӗ. Е вӑл панӑ наказани ҫав тери ҫӑмӑл пулнӑ пулас, ырӑ ҫынсенчен час-часах наказанисем тӳссе тӑнӑ хушӑра эпӗ ӑна сисмен те пулас. Ромашова кӗтмен ҫӗртенех плацра паҫӑр кӑна пулнӑ сцена, полк командирӗн тӳрккесле кӑшкӑрашӑвӗ, тӳссе ирттернӗ кӳренӳ туйӑмӗпе ҫивӗч, ҫав вӑхӑтрах тата салтаксем умӗнче ачалла килпетсӗрлӗхпе намӑсланма тивни аса килех кайрӗ. Кун пекки пирвайхи бандировкӑра та пулманччӗ-ха. — Мӗскер тунсӑхӗ пултӑр? «Ахаль каламаҫҫӗ ҫав кашни юратса пӑрахнӑ ҫыннӑн хӑйӗн ҫӑлтӑрӗ пур тесе». Санин Эмиле хӑй патне чӗнсе илчӗ. Епле кулаҫҫӗ те савӑнаҫҫӗ урамри ҫынсем!.. Ну юрӗ… Тӗттӗмленсе ҫитсенех эпӗ тухрӑм та ҫыран хӗррипе тӑвалла утрӑм; икӗ миля кайрӑм-ши е ытларах — ҫуртсем ҫукчӗ ӗнтӗ унта. Ылтӑн Ҫӗр Хапха хули сиксе вӗрекен хумсен айӗнче ҫухалать. Тупӑсенчен пеме тытӑнсанах, хӗвеланӑҫ енчи сӑрт айккинче пулнӑ ҫынсем те пурте траншейӑсемпе окопсене кӗре-кӗре выртрӗҫ. Вӑл, сӑмахран, паян мӗн кун? — тесе ыйтать. Мӗне кирлӗ? Эпир хамӑр пиччене пӗлтермесӗрех мӑшӑрланма иксӗмӗр хушӑмӑрта тахҫанах сӑмах татса хунӑччӗ, — пирӗн пичче, ҫамрӑксен кӑмӑлӗсене ӑнланса илеймест, ытларах хӑйӗн геолог наукишӗн каҫса каять. — Ҫапла… кайран илтрӗм эпӗ… Француз хӑтӑлнӑ… Мана пӗлӗт мӗлкисем, ҫӳлтисем те, ҫӗр ҫинчисем те, кӑмӑла кайрӗҫ, эпӗ тӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ иккенне чухласа илтӗм… Ҫыру вӗҫӗнче: «Виндворд» судно ҫинче пурте йӗркелӗ» тесе пӗлтернӗ. Хӗр ҫакӑн пек ҫырнӑ: ҫар дисциплини пулман пулсан, эпӗ халех сирӗн пата пырӑттӑм, сире хамӑн вӑйӑм ҫитнӗ таран пулӑшӑттӑм, тенӗ. Хуларисен — ӳчӗ-пӗвӗ хавшак, ӑс-тӑнӗ черчен, хула ҫынни ҫӑткӑн та пилсӗр, хӑй — хӑюллӑ мар. Аран уҫланка тухрӗҫ те ӑҫталла каяс пирки канашлама тытӑнчӗҫ. Эпир ҫитнӗ ҫӗре йӑмӑк ҫывӑрма выртнӑ. — Эсӗ ҫапла тӑвасшӑн пулсан, Елена, эпӗ те ҫапла тӑвасшӑн, — терӗ Инсаров. Тӑпра ҫӗнӗрен ҫирӗпленсе хускалми пулчӗ. Кунта шывсем ҫинче сывлӑш калама ҫук хӑрушӑ: лайӑхрах шӑпана тивӗҫлӗ чаплӑ каччӑсемех кунтан тӳрех венчете кайнине сахал курнӑ-и эпӗ?.. — Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, чӗрҫийӗ ҫине сиксе улӑхса ларнӑ хура кушак аҫине хӑйӗн пысӑк алтупанӗпе нумайччен киленсех ачашласа ларчӗ, унтан ун сассинче хӑйне кура йӑвашлӑх, ачашлӑх илтӗнсе кайрӗ: — Мӑрлаккайӑм! Атте хӗрсе пынӑ май лешӗн те пӳрнисем хӑвӑртрах вылянаҫҫӗ, атте кӑшт лӑплансан, пӳрнисем те чарӑнаҫҫӗ; Эпир ирхи апат турӑмӑр та ҫак калама ҫук техӗмлӗ тимӗрлӗ шыва тӑраничченех ӗҫрӗмӗр. — Эс мар? — кӑшкӑрнӑ старик, пӗтӗм тӑлпӗвӗпе чӗтренсе кайса. Ку вара мана лайӑх пек туйӑнмарӗ. Кӳршӗсем патӗнче пулнӑ ав. — Кирлех те мар та, анчах ҫаплах ҫав, хаклӑ Паганель, — тесе ҫирӗплетрӗ Гленарван, пурте ахӑлтатнӑ хушӑра. Ытти хӑш-пӗр ҫынсемшӗн вӑл ирсӗр этем пулнӑ пулсан, пирӗншӗн, ачасемпе аннешӗн, хамӑр ҫын, тӑван ҫын пулнӑ: вӑл пире тӑрантарнӑ, тумлантарнӑ, пирӗншӗн вӑл ҫуркуннерен пуҫласа хура кӗрччен хирте пилӗкне авнӑ. Сана манмӑп, асра тытӑп! — кӑшкӑрчӗ Ерошка. Сасӑ парас мар тесе тӑрӑшса, эпӗ тӗме ӑшӗнчен тӑват уран упаленсе тухрӑм та, вӑрманалла ыткӑнса чупрӑм. Эсӗ вӑрла — эпӗ нимӗн те шарламӑн, хӗрсем патне ҫӳре — ун ҫинчен те шарламӑп, ӗҫсессӗн те — каламӑп: Санӑн чӑрсӑрлӑхусем ҫинчен вара яланах хуҫана калатӑп, ӑна пӗлсех тар… Халех мировой патне каятӑп… Пушанса юлнӑ хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ҫав кунах каҫпала ҫӗнӗрен тепӗр ҫын илсе пырса вырнаҫтарчӗҫ. — Ҫук, ҫук, нимпе те сутмастӑп! — кӑшкӑрса ячӗ ним тума аптранӑ Ковалев майор: «луччӗ сая кайтӑр!» Хӑнасем, пӗр-пӗринпе сывпуллашса, кашниех хӑйсене кӑтартса панӑ пӳлӗмсене саланчӗҫ. Антон Пафнутьич, учительпе пӗрле, флигеле утрӗ. Унӑн вырӑнӗ ун пек чух эрешлӗн тирпейленӗ гостинӑйӑн пӗр-пӗр кӗтессинче пулнӑ, вӑл унта, урисене хуҫлатса, салхуллӑн сӑнакаласа ларнӑ. Ун умӗнче, ҫемҫе ковёрсем тӑрӑх, Медынская пӗр сасӑсӑр вӗлтлетсе ҫӳренӗ, ун еннелле, ачашшӑн кулкаласа, пӑха-пӑха илнӗ. Чӑнах та йӑнӑш турӑмӑр. Паллах, манӑн вӑл кам иккенне пӗлес килчӗ, анчах ура сассисем кӗтмен ҫӗртен илтӗнми пулчӗҫ те, эпӗ Маша сассине илтрӗм: «Ну сире, мӗн ашкӑнатӑр, Мария Ивановна килсе тухас-тӑк — лайӑх пулать-и-ха?» Ан хӑрӑр, кунта сирӗн хӗрӗр ҫук — сире курас ҫук вӑл. Эпӗ ирхине, тул ҫутӑлнӑ чух, вӑрантӑм, вӑл пуҫне чӗркуҫҫи ҫине хунӑ та нӑшӑкласа макӑрса ларать. — Никама та ан ӗнен эс! Хамӑр моторсен палланӑ кӗрлевӗ хушшинче Алексей аякран капланса килекен кӗрлеве уйӑрса илчӗ те, унӑн мускулӗсем хӑйсемех чӑмӑрккан-чӑмӑрккан пулса хытрӗҫ, шӑнӑрланчӗҫ: вӑл вара, вӑйсӑрскерех, носилка ҫине ҫыхса хунӑскер, хӑйне хӑй кабинӑри пек, хӑйӗн истребителӗпе тӑшман ҫине ыткӑннӑ пек, хӑйне хӑй тискер кайӑка хӑвалакан ҫын пек туйрӗ. Оленин юланутпа тӗмӗ ҫине хӑпарчӗ; унтан ӑна пурте курӑнчӗ. Вӗсене, тен, халӗ те шыраҫҫӗ, ҫӑлтӑрсен умӗнче ишсе иртнӗ карап вӗсем патне килмерӗ-и-ха? Эпӗ тӑшмана сахалтан та ҫур сехете чарса тӑратӑп. Ӑна пӑхма ҫав тери интереслӗ. Мӗскӗн географ «филейӗн» пӗр турамне хӑй тутанса пӑхрӗ те, унӑн та ҫавнах каламалла пулчӗ: чӑнах та ӗнтӗ, кун пек ӑшаланӑ какая выҫӑ вилме пикеннӗ ҫын та ҫимӗччӗ. Пӗлместӗп, Бойчо пичче. Хӑй те вак татӑксем пулса кайнӑ. Анчах революци кирлехчӗ, нушасӑр та юрамасть. — Хулара мӗн илтӗнет? — тесе ыйтрӗ те вӑл сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, ответне кӗтсе илмесӗрех хамӑр паталла пыракан Кукушкина хирӗҫ хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Степан! Тӑшман хӗснипе Фонтенерен тухса тарнӑ чухне вӗсен ҫак туппине туртса илнӗ, ун патӗнче ултҫӗр хресчен вилӗмрен хӑрамасӑр пуҫӗсене хунӑ. Хӑйӗн кӗске пурнӑҫӗнче хӗр хутортан нумайлӑха пӗр хут та кайман-ха, станицӑра ҫеҫ темиҫе хут пулнӑ, чугун ҫул та курман-ха вӑл, ҫавӑнпа хулана пирвайхи хут кайни унӑн чӗрине савӑнтарса, хурлантарса хыттӑн таптарнӑ. Мӗншӗн тӑп-тӑп чӑмӑртаннӑ тутисем ытла та тӗссӗр, мӗншӗн эпӗ вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑ чух, ҫӗр ҫинчи пек мар лӑпкӑлӑха палӑртса, ҫӳҫ пӗрчисемпе ҫан-ҫурӑм тӑрӑх ҫӳҫентерекен сивӗ туйӑм сараҫҫӗ вӗсем?.. Пулӑшасса кӗтсе, вӗсем хыта кӑшкӑраша пуҫларӗҫ, анчах шыв шавлани вӗсен сассине хупласа хучӗ. Хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса, ҫӗҫӗпе хирӗҫ тӑрса, чирлӗ ҫын койотсене пӑртак хӑваласа ячӗ. Анчах та Мельников ури ҫине сиксе тӑчӗ те хура тумтир тӑхӑннӑ ҫын патне утрӗ. Калаҫасса хай чӑн-чӑн акӑлчан пек калаҫма хӑтланать, пач вӗренменскер пулин те, сӑмахӗсене чиперех кӑларать тата. А эпӗ ӑна ӑсатма пынӑччӗ, — эпӗ судье патӗнче дворникре пурӑннӑччӗ; хӳме витӗр шӑтӑкран пӑхатӑп, — куратӑп, яшка вӗреме тапратнӑ. Халех кайӑр та тӗрӗслесе пӑхӑр: пирӗн тылсем Вазуза хӗррине пурте пуҫтарӑннӑ-и? Генералтан хӑйӗнчен ыйтса пӗлӗр: дивизи хӑҫан каҫма тытӑнать, ытти ӗҫсене хӑҫан пӗтереҫҫӗ унта? Каллех ҫиле хирӗҫ каяс пулать, — тенӗ Микиге. — Суя тӗн тытаканскер-и? Гусев кимӗрен анчӗ, миххине хул пуҫҫи ҫине хучӗ те сывлӑшра аллипе сарлакан авӑсрӗ: — Салам сире, юлташсем! — халӗ — тӗлӗкрилле шӑп. Шӑпах ак ҫак кирлӗ самантрах сада сӗт бидонӗ ҫӗкленӗ хӗрарӑм пырса кӗчӗ. Пӑрахмалла мар-ҫке ӑна. — Илтнӗ-и эсир? — терӗ пӗрмекленнӗ питлӗ, самӑр, чӗркуҫҫи ҫине саквояж хунӑ хӗрарӑм… Ку вӑл ватӑлса кайнӑ пӗчӗккӗ те ҫирӗп улпут, куҫхаршине хура, йӑлтах кӑвакарнӑ ҫӳҫне кӗскетсе кастарнӑ, тути йӗрӗсем хаярлӑхпа ҫирӗплӗхе палӑртаҫҫӗ. Вӑл скептик, пур медиксем пекех, материалист, ҫавӑнпа пӗрлех тата поэт та, кулса мар: — ӗҫре яланах поэт, сӑмахӗпе те час-часах поэт, анчах пӗтӗм пурнӑҫӗнче те вӑл икӗ сӑвӑ та ҫырман. Вӑл темле туртӑнкаласа йӳҫӗ те сивӗ сӑрана ӗҫрӗ, вӑрӑм ҫӳҫне аллипе тӑратса, чӗнмесӗр ларкаларӗ те каллех калаҫма тапратрӗ: — Пӗтӗмпе каласан, ачам, ҫынсем — сволочсем! «Мӗнле пирӗн мар?» — Эх, Том, эпир киркипе кӗреҫине йывӑҫ айне хӑварнӑ пулсан, укҫа пирӗн алӑра пулатчӗ. Танк ҫав тери хытӑ кӗрлесе, чанкӑртатса ҫывхарать. «Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ССР Союзӗнче темиҫе парти пулма, апла пулсан, ҫав партисене ирӗклӗх пама никӗс ҫук. Пӗрре ҫапла, экспедици ирттернӗ чух, ҫӗрле, вӑл минтер ҫинче банк янӑ пулать те, унӑн калама ҫук пысӑк ӑнӑҫ пулнӑ, имӗш. — Ман валли вара кӗмӗлпе тӗрлесе тунӑ сафьян калпак, — хутшӑнчӗ Эмиль калаҫӑва, юнашар пӳлӗмрен пуҫне кӑларса. Вӗсене темскерпе сӗрсе пӗтернӗ, — юланучӗ вилсе ҫӗре ӳкнӗ чухне сӗртӗнсе пӗтнӗ пулас. Ҫӳҫӗ ун вилнӗ ҫыннӑнни пек типӗ. Ҫине тӑрсах ҫавӑн пек ыйтнине итлесе, плантатор обоза мӗнле май килнӗ таран хӑвӑртрах хӑвалама хушрӗ. Тӑвансене вӗлернине, патшана вӗлернине. Вӗсем, ӗлӗк те темиҫе хутчен путвалран тутлӑ кукӑль е улма вӑрлакалани ҫинчен аса иле-иле, хӑйсене хӑйсем лӑплантарма тӑрӑшрӗҫ. Анчах ҫав сӑлтавсем вӑйлах пулмарӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем ниепле те лӑпланаймарӗҫ. Юлашкинчен вӗсене кукӑль е улма пӗҫертсе тухни те пустуй япала пек ҫеҫ туйӑна пуҫларӗ. Анчах ҫыннӑн типӗтнӗ какайне, ҫыннӑн сысна ашне тата ытти ҫавӑн пек хаклӑ япалисене илни вӑл чӑнахах вӑрлани пекех туйӑнчӗ, ҫав вӑрланине хиреҫ библире те уйрӑм заповедь пур. Ҫунаттисемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт сулкалашать, анса ларчӗ, ҫӗр тӑрӑх чупса кайрӗ те йӗнер ҫинчен сикрӗ — ҫынсенчен пӗр вӑтӑр утӑмра тӑрать. Ҫапах вӑл пушар марччӗ, Энскра туса лартнӑ тупӑ завочӗ пулчӗ. Ҫавсем вӗсем! Вара эпӗ, кӑштах хут пӗлекенскер, куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳременскер, вулама тытӑнтӑм. Кайран: сирӗн ҫине иксӗр ҫине те суратӑп тесе каласа хурасчӗ. — Манӑн унта мӗн кӑна каламасть пуль! Пуп хӑйӗн хурлӑхлӑ куҫӗсене тӗтӗмлӗ пӗлӗтелле ҫӗклесен, ун хыҫҫӑн ҫынсем те тӗтӗм витӗр аран курӑнакан тӗксӗм кукша хӗвел ҫине тархасласа пӑхрӗҫ, — вӗсем ҫак йӑваш пуп пӗлӗтре хӑйне пӗлекен, ӑна итлекен такама курать, тесе шутланӑ пулмалла. Анчах, пирӗн якорь ҫуккипе, эпир прилив пуҫланиччен бухтӑна кӗме хӑрарӑмӑр. Пенсион илекен тӑлӑх арӑмсем кунта чи аристократиллӗ ҫынсем шутланаҫҫӗ; вӗсем хӑйсене лайӑх тытаҫҫӗ, пӳлӗм урайӗсене час-часах шӑлаҫҫӗ, хӑйсен тусӗсемпе какай тата купӑста хакла тӑни ҫинчен калаҫаҫҫӗ; вӗсен нумайӑшӗсен чӗмсӗр ҫамрӑк хӗр, тепӗр чухне хитре хӗрех тата илемсӗр пӗчӗк йытӑ, стенисем ҫинче маятникӗсемпе кичеммӗн шаккакан сехетсем пур. Ҫапла ӗнтӗ, яхта ҫинче пурте аван пырать. Туррӑн чурисем ҫинчен тата туррӑн ҫыннисем ҫинчен каларӗ вӑл, анчах ҫыннисемпе чурисем хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пурри ман тӑн-пуҫа кӗмесӗрех юлчӗ, вӑл ӑна хӑйне те паллах пулман пулмалла. Пароль калӑр! Вӗсем тата ҫапла пӗлтернӗ: вӑрманта та ҫав прерисенче чугун ҫул ҫеҫ тумалла, хӗрес евӗрлӗ телеграф юписем ҫеҫ лартса тухмалла, вара ҫак хӗрессем индеецсен масарӗсем ҫинчи палӑксем вырӑнне пулӗҫ; ҫитменнине тата Боровинӑна чугун ҫул компанийӗнчен туяннӑ, ҫапла вара хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсем пӗтесси нумай та юлман, тесе пӗлтернӗ. Пурин пекех, ҫак хӗр те кӑмӑла пӑсмалла кулнӑ. Хытӑрах хӑвала, тусӑм, ку вырӑнтан аяккарах кайма ӗлкӗрес пулать. Каллех пӗр кана пурте шӑп ларчӗҫ. — Эпӗ ӑна пӗлсех тӑратӑп. Таҫта темле легендӑра илтсеттӗм эпӗ, турӑ ҫынсене малтан мӗнпурне пӗр-пӗтӗмшер тунӑ, унтан теме пула кашнинех икшер пая уйӑрнӑ та тӗнче тӑрӑх сапаласа янӑ. Паллашу ӗнтӗ, паллашу! Ҫынсем ракетӑпа кӑна тӗнче уҫлӑхӗнче ҫӳреме пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ракета ҫеҫ туртӑм вӑйне ҫӗнтерме пултарать. «Тухатмӑш» терӗ те вӑл, сасартӑк, «ҫӑхан» ҫинелле пӳрнипе кӑтартса, самантрах ҫурт еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫитменнине кӑнтӑрла иртсен вӑйлӑ ҫил тухрӗ. Ирхине, тӑватӑ сехет тӗлнелле, хӗвелтухӑҫӗнче пирвайхи ҫутӑ пайӑркисем хӗрелсе курӑнчӗҫ, вара пӗлӗтсем те урӑхла сӑрланчӗҫ. Ӑна эшелона лартса фронта ӑсатма та юрать. Ялав, сывлӑшра хӗп-хӗрлӗн варкӑшса, сылтӑмалла та сулахаялла сулӑнкаларӗ, унтан каллех тӳрленсе тӑчӗ, — офицер каялла сиксе илчӗ те ҫӗр ҫине ларчӗ. — Мӑнаккам, эпӗ мӗн турӑм вара? Малтан вӑл сӑмахсене тата-тата кӑна каларӗ, унтан лӑпланма пуҫларӗ: «Хамӑр пӗрле кӗрешнӗ, пӗрле ӗҫленӗ, пурӑннӑ юлташсемпе сывпуллашма питӗ те йывӑр. Пӗлӗтсем хушшипе чупакан уйӑх ҫутинче кивӗ сарай тӑрринчи команда ялавӗ вӗлкӗшме тытӑнчӗ — ҫапӑҫӑва тухмалли сигнал. — Мӗн пулчӗ сире, Леноре фрау? Долинник урайӗнчен майӗпен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ. — Ӑҫта-ши вара вӑл укҫа? — Владимир Ефимыч телейлӗ, — терӗ вӑл. Ҫынни вилӗ иккен. Пӗр сехет иртрӗ. Учитель трон ҫинче сӑмсине уса-уса тӗлӗрсе ларчӗ. Урок вӗренекен шкул ачисем сӗрленипе сывлӑшӗ те темӗнле ыйхӑллӑ пек пулса тӑче. Кун ҫинчен карап ҫинчи пур ҫынсем те пуҫӗсене ҫавратчӗҫ. Тарас та халь маншӑн улӑм пӗрчи… чӑн, ун хакӗ те Фоманнинчен ытлах пулас ҫук… Ҫаксене хатӗрленӗ вӑхӑтра тӑшмансем иккӗшӗ те аяккарах тӑчӗҫ, вӗсем хӑйсен гувернерӗсем ҫине ҫилленсе пӑхакан айӑпа кӗнӗ икӗ шкул ачине аса илтерчӗҫ. Ҫийӗнче ун хӗрлӗ хӑмач кӗпе пулнӑ, пилӗкне пурҫӑн пиҫиххи туртса ҫыхнӑ, хура шӑлавар ҫинчен атӑ тӑхӑннӑ. Вӑл хӑйӗн тӗссӗрленсе кайнӑ тӗксӗм сарӑ кӗпи ҫаннисене тавӑрса-туса тӑмарӗ, анчах Кӗҫӗн Акима кӗтсе илсе, ӑна ҫав тери майлӑн та маттуррӑн янах шӑмминчен янклаттарса ячӗ, вара Аким, ҫурӑмӗпе халӑха тӗрткелесе сирсе, ҫил арманӗн ҫунатти пек хӑлаҫланкаласа, пӗр-икӗ чалӑша яхӑнах кайса ыткӑнчӗ. Пурне те паллӑ, такам ҫак вырӑна пиртен малтан тупнӑ та мӗнпур мула вӑрласа кайнӑ — ҫичҫӗр пин фунт стерлинг ҫухалнӑ. Федя йытта хаваслансах ҫӗклерӗ те, урапа тӗпне лартрӗ. Халӗ вӑл ытлашши малалла пӗшкӗнме те, каялла сулӑнма та юраманнине ӑнланчӗ. Вӑл, кӗлеткине тӳрӗ тытма тӑрӑшса, аяккалла темиҫе утӑм турӗ те хӑяккӑн кайса ӳкрӗ. — Каласа пар, ачам. — Эсӗ хулан чи аслӑ урамӗнче, чи чаплӑ магазинта служить тӑватӑн, ҫавна асра тытмалла! Апат хыҫҫӑн ача-пӑчасем каллех тӗрлӗ ҫӗре саланса кайрӗҫ. Утнӑ хушӑрах тӳмисене вӗҫертсе плащне йӳле ячӗ, каска козырёкӗпе хупланнӑ тарлӑ ҫамкине тата кӳпшек те кӑвакрах питҫӑмартийӗсене шӑлса илчӗ. — Ун пек кам шухӑшлама пултартӑр? Малевский граф (кун пирки Зинаидӑна хӑйне калама вӑтанаттӑм пулин те) ыттисенчен хӑрушӑрах пек туйӑнатчӗ. Унтан вара аслӑ класра вӗренекен пӗр хӗрача, хамӑр «хуҫа комиссийӗ» Варя инке евӗрлӗскер, ҫавӑн пекех хулӑнламас кӑна та хӗрлӗрехскер, вӑтана-вӑтана ман пата пычӗ те, мана Иван Павлыч кӗтет тесе пӗлтерчӗ. Вӗсем унта пысӑк типӗ туратсем пухса хучӗҫ, вутти вара тимӗрҫ вучаххи пекех карлаттарма тапратрӗ, ачасем каллех хӑйсене телейлӗ туйрӗҫ. Джемма хӑйӗн аллинчи булавкӑна хут ҫине чарӑннӑ тӗле чиксе хучӗ те Риккардо еннелле ҫаврӑнчӗ. Юлашкинчен эпӗ пӗр тӳрӗ моряка тупрӑм — ҫав вӑхӑтрах ман пата тепӗр тӳрӗ моряк ҫинчен хыпар ҫитрӗ. — Вӗсене никам та чармасть. Территори дивизийӗн лагерьне батальон, ирхине ирех тухса, хӗрӗх километр хушши шалкам ҫӑмӑр витӗр утса, каҫ пулса ларсан чылайран тин ҫитет. Анчах итлӗр-ха, мӗне кирлӗ халь ҫакӑн пек шӑрӑхра йывӑҫсем айӗнче философи ҫинчен калаҫни? Владимир ун ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ: — Кала Кирила Петровича, халех тухса кайнӑ пултӑр. Эпӗ час-часах хама хам ҫаплакалатӑп: эпӗ пур пӗчӗк ачасене те хут ҫӗленсем юсаса параттӑм, пулӑ хӑш ҫӗрте лайӑх кӗнине кӑтартаттӑм, пуринпе те юлташ пекехчӗ. Анчах халӗ, Мефӑн инкек пулса тӑрсан, пурте ватӑ Мефран аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗҫ… Том аяккалла ҫаврӑнса тӑмарӗ, Гек та аяккалла ҫаврӑнмарӗ… Ҫук, вӗсем ӑна манмарӗҫ… вӑл та манас ҫук вӗсене… Анчах акӑ мӗн интереслӗ: майор хурала икӗ хут вӑйлатмашкӑн распоряжени панӑ. «Кам чарӗ сана? — Унта. Партипе комсомол тимӗр пек ҫирӗп дисциплина ҫинче тытӑнса тӑраҫҫӗ. — Мери Джейн мисс, — терӗм вара, — хула тулашӗнче сирӗн виҫ-тӑватӑ кунлӑх хӑнана кайма юрӑхлӑ пӗлӗшсем ҫук-и? Турӑҫӑм, эпӗ никама пӑхӑнми пулса ҫав хӗрарӑм пек туспа пӗрле пурӑнас-тӑк, мӗн тери лайӑх пулӗччӗ-ши! Тӗрлӗ майрасен юххи — калаҫаканнисем, калаҫманнисем, хулӑннисемпе ырханнисем малалла утрӗҫ те часах вара сӗтел хушши тӗрлӗ тӗспе чӑпарланчӗ. Тухтӑр яхӑнне те ярасшӑн пулмарӗ. Ҫакӑн ҫӳллӗш сӑртсем ҫинче ҫунарҫӑсем пулма пултарайман пекех, вӗсем те пулма пултараймаҫҫӗ. Пурнӑҫ тӑвӑлӗнчен эпӗ темиҫе идея ҫеҫ илсе тухрӑм — вӗсен хушшинче пӗр туйӑм та ҫук вара. Эсӗ пӑхни — вӗлермелле. «Вӑл та ҫынсем ҫумне йӑпшӑнать, пӗччен ӑна та йывӑр», — хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатнине итлесе ларнӑ май пырса кӗчӗ Воропаевӑн пуҫне. «Тӑхта, кум! Ҫулӗ унталла мар пулас пирӗн, урӑх ҫӗрелле кайнӑн туйӑнать, — терӗ Чуб, кӑшт аяккарах пӑрӑнса. — Петр Иваныч! — Мучи, сивӗ мана! — аллисене ҫанни ӑшне чиксе, чӗтресе каларӗ вӑл. Старик пӳрнине ҫӗклерӗ те Машӑна хӑмсарчӗ. «Рas de Basques» юрӑхсӑр, килӗшӳсӗр пулнине, вӑл мана пысӑк намӑс кӑтартма пултарнине пӗлтӗм эпӗ; анчах мазуркӑн палланӑ кӗвви, ман хӑлхана илтӗнсе, сасӑ нервисене мӗн тумалли ҫинчен хыпар тӑвать, лешсем, хӑйсен черечӗпе, ҫак хыпара урасене йышӑнтараҫҫӗ; кусем вара, кӗтмен ҫӗртен тата пур куракансене те тӗлӗнтерсе, юхӑнуллӑн тата ункӑ тунӑ пек чӗрне вӗҫҫӗн пуса-пуса, шӑпапа пӳрне ҫаврӑмсене тума пикенчӗҫ. — Анчах мӗн тӑвас-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен-хӑй, мана тӗллесе пӑхса, унтан хаш! сывласа илсе каларӗ: — Эсӗ пит тӗлӗнмелле ача, пит… Тӳпере ҫакӑнса тӑракан Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫурли пысӑкланнӑҫем ҫутӑрах ҫутата пуҫларӗ. Исидорӑшӑн паллӑ пулчӗ: пӗр хӑй ҫеҫ мар, ҫак ҫын та сӳнтерейми вут-ҫулӑмпа ҫунса тӑрать иккен, ҫав вут-ҫулӑма вара вилӗмсӗр пуҫне нимӗн те сӳнтерес ҫук. — Тавтапуҫ сана ҫак сӑмахсемшӗн, Джейк Паккард! — Куратӑн-и, эппин, эсӗ! Иван Иванович хӑй ӑшӗнче: «Пётр Фёдорович калаҫса ларма килни начарах мар-ха», тесе шухӑшларӗ, анчах городничий аллисене хытӑ сулласа ытла васкаварлӑн утни ӑна тӗлӗнтерчӗ, городничий ун пек сайра хутра ҫеҫ утаканччӗ-ха. Паллӑ мар. Санӑн хӑвӑн тусусене, рабочисен ачисене ҫавӑрмалла. Аран-аран ури ҫине ҫӗкленсе, бойница патӗнчи стена ҫумне таянса тӑчӗ те уҫӑ сывлӑшпа сывлама шутларӗ. Чӑн та ӗнтӗ, вӑл пире хакла ларчӗ. Аннӳ авӑ, эсӗ ҫапӑҫса суранланни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, хуйхӑпа ураран ӳкрӗ те халӗ выртмаллипех выртать. Никам та курман, ҫапах та пуп ку ӗҫе кам тунине ҫийӗнчех пӗлнӗ. … — Ах, мӗн туса хутӑн эсӗ мана! — терӗ атте, йӑл кулнӑ май аллине Мими ларнӑ енчен ҫӑварӗ патне тытса. (Вӑл ҫапла тусан, мӗн те пулин кулмалли пуласса кӗтсе, эпӗ яланах тимлӗ итлеттӗмччӗ.) Бойчо суранӗ ытла вӑрах сипленсе пычӗ. Ҫак чӑтӑмсӑр та йӑрӑ ҫын вырӑнпах выртать пулин те, пӗрмаях пӑшӑрханчӗ. Халӗ тытӑнчӗҫ пулас. Эпӗ ун патне каҫхине пырса пӑхӑп. Сасартӑк, куҫ харшине пӗркелесе, вӑл пурне те ҫилӗллӗ куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнчӗ, тӳррӗн тӑсӑлса тӑчӗ те пурне те илтӗнмелле каларӗ: — Манӑн ывӑла, Матвея, фабрикӑра лапчӑтса вӗлерчӗҫ, — эсир ӑна пӗлетӗр. Хӑйсем йӑлт шӑнса кайрӗҫ, алли-урисем туйми пулчӗҫ, сивве пула вӗсен ыйхи те килчӗ. Майра калать — лайӑх, тет… Кама лайӑх? Славута местечкӑран пуҫласа Анаполь местечкӑна ҫитиччен чикӗри Н-ски батальонӑн районӗ. Айртона халех ман пата илсе килӗр, — терӗ вӑл пӗр матросне. Павел хӑй малалла мӗн курни ҫичен нихҫан та каламан. Шуйханса ӳкнӗ ҫынсем пӗтӗм шыв хӗррипе тӑсӑлса, хӑй те сарӑлса юхан шыв пек курӑнать, анчах вӑл юхасса тӑвалла кӑна юхать. — Ну, укҫа та ӗнтӗ питех! — кравать патӗнчен пӑрӑнса утса, кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫлерӗ карчӑк. Маякин ун ҫинчен ҫапла каланӑ: — Хӗрарӑм мар — йывӑҫ. Паганель хӑйӗн ӑнман ӗҫӗшӗн мӗнле хуйхӑрнине итлесен, унӑн йӑпанчӑклӑ арпашӑвӗсене сӑнаса тарсан, кулмасӑр чӑтса тӑма пултараймарӗҫ. Бригадӑпа колхоз правленийӗ виҫӗ кун хушши ӗҫленӗ хыҫҫӑн, колхоз секторӗ тӑрӑх 480 пӑт, уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсен секторӗ тӑрӑх — мӗн пурӗ те 35 пӑт кӑна вӑрлӑх тырри пухӑнчӗ. Суккӑр ача чӑнах та ҫапла нумайччен йӗрсе ларчӗ… Джим питӗ пӑшӑрханчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне нумайччен пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Лукашка куҫне илмесӗр Марьяна ҫине пӑхрӗ, хӗвелҫаврӑнӑш катса суркаласа тӑчӗ. Вӑл ыйӑх витӗр ҫемҫен чӑмӑртанӑ чышкисемпе, хӑй умӗнче тӑракан амӑшне лектерес тесе, пуш сывлӑшалла темиҫе хутчен сула-сула ярать. Унта Петлюра майлӑ тӑракан пӗтӗм интеллигенцин «чечекӗ» пуҫтарӑннӑ: украинец-учительсем, пупӑн икӗ хӗрӗ — асли илемлӗ Аня, кӗҫӗнни — Дина, вак-тӗвек улпут майрисем, граф Потоцкий патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ служащисем тата хӑйсене хӑйсем «ирӗк казаксем» тесе ҫӳрекен Украинӑри эсерсен юлашкисем. * * * Луиза Пойндекстер тем ҫинчен шухӑшласа тӗкӗр умӗнчи кресло ҫине кӗрсе ларнӑ та хӑйӗн хӗрарӑм тарҫине хӑнасем килнӗ ҫӗре хӑйне тумлантарма тата пуҫ турама хушнӑ. Пуринчен ытла Базаровпа калаҫакан Анна Сергеевна унран — ӗлӗкхилле проферансла выляма кӑмӑлӗ ҫук-и, тесе ыйтрӗ. Ҫакӑ унӑн ҫиллине сӗвӗрӗлтернӗ, тапӑну витӗмлӗ пулманнине пула, кӑмӑл та йӳҫӗхе пуҫланӑ… — Халӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, — эсир пирӗн библиотекӑра мӗн тупса вулама ӗмӗтленни ҫинчен, хӑш кӗнекесене вулас килни ҫинчен каласа парӑр-ха, тен эпӗ вӗсем пирки сире мӗн те пулин каласа пама та пултарӑп. Куҫҫуль тухма чарӑниччен пӗртак тӑхтаса тӑрсан, Ерофей Кузьмич та карта ҫумне пычӗ. Кунта вӑл пач пӗччен пулнӑ, ӑна никам та кансӗрлемен, юлашки вӑхӑтсенче вӑл нихӑҫанхинчен ытла пӗччен пулма тӑрӑшнӑ. Евангели вуланӑ-и? — Ҫапла. Ҫак кашкӑр йышӗ Майдан-Виллӑра пуян колонист туйӑнчӗ пулнӑ. Ӑна унта Хролин коммунарӗсем шаккаса хунӑ. Америго Веспуччи — ӑна хисеплесе Америкӑна ят панӑ — портретне глобус умӗнче тунӑ, уҫнӑ кӗнеке ҫинче хӑй вӑл циркуль тытса тӑрать, — хӑйне сухал пуснӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, хӑюллӑ. Сӑтӑрса ил вӗсен ҫамкине ҫирӗп алӑпа, вара эс унта чӑн-чӑн ҫырӑва курма пултаратӑн, — ун ҫине: хӗсӗклӗх, мӑка чунлӑх!.. — тесе ҫырнӑ. Алвиш вӑрӑм авӑрлӑ пысӑк алтӑрпа хуранти вутлӑ шӗвеке пӑтратрӗ. Ҫунакан шӗвекрен тилӗрсе ташлакансен пичӗ ҫине кӑвак ҫутӑ сӑрхӑнчӗ. Оленин пӳрте кӗчӗ. Анчах ҫулталӑк иртейрӗ те, вӗсем, акӑ, вӑрӑм, вилӗ шеренгӑпа тӑраҫҫӗ — сӑрӑскерсем, сӑн-сӑпатсӑрскерсем, йывӑҫланнӑскерсем — салтаксем! Ҫак сивӗ ҫил пирӗн пата ҫурҫӗрти пӑрлӑ пушхиртен килнӗ. Ну, яр тетӗп! Вӑл хӑйӗн ҫыххисене пуҫтарса илсе татах хутаҫҫине чикрӗ, художник ҫине пӑхмасӑрах чаршав айӗнчен тухрӗ. Июнь варринелле ҫанталӑк уяртрӗ, тӳпене пӗр пӗлӗт те тухмасть. Гусев ӗҫ-пулӑм пирки каланӑ сӑмахсене аса илчӗ те Лось — уйланать: «Телей? Вырӑс ҫӗршывӗнчи нумай юханшывсен, Атӑлӑнни пекех, пӗр ҫыранӗ чӑнкӑ, тепӗр ҫыранӗнче вара улӑх сарӑлса выртать; Истӑн та ҫыранӗсем ҫавӑн пекех. Таркӑна часах окопсем патне ертсе ҫитерчӗҫ. Ҫапла мар-и, юлташсем? Унӑн хӑй пуҫланӑ сӑмахах каласа пӗтересси килчӗ пулас. Республика ячӗпе айӑпланӑ, стена ҫумне хӗссе хунӑ, хӗскӗчсемпе ҫавӑрса илнӗ, вӗскӗртнӗ тискер кайӑка хӑйӗн йӑвине хӑваласа кӗртнӗ пекех, тимӗрпе тата вутлӑ ункӑпа ҫавӑрнӑ тӗрме пулса тӑнӑ йӑвана хӑваласа кӗртнӗ Де-Лантенак тарса кайма пултарчӗ. Ҫапла. Ҫак хисеплӗ ҫынсем тепӗр кунне каллех килӗштерсе кайма та пултарнӑ пулӗччӗҫ-и тен, анчах Иван Никифорович килӗнче тепле ӑнсӑртран пӗр хӑйне уйрӑм ӗҫ пулса иртрӗ, ку ӗҫ вара сӳне пуҫланӑ курайманлӑх кӑварӗ ҫине ҫӗнӗрен ҫу сапса чӗртсе ячӗ те, килӗшӳ пулас шанчӑк пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ. Аэлита ал тупанне хӑвӑрттӑн ҫавӑрчӗ те библиотека вӗҫнелле кӗнеке сентрисем хӗррипе утса кайрӗ. Рада-ҫке, ӑна ниепле те манма пултараймасть вӑл… вӑл лере куҫҫуль тӑкать… Ыран эпир сире материал илсе килсе паратпӑр та — ӗмӗрхи тӗттӗмлӗхе ишӗлтерекен пӑчкӑ каллех ӗҫлеме тытӑнать. Вӗсен ҫулне икӗ пысӑк хыр картласа выртнӑ. Ку вӑрттӑн паллӑ туса кӑтартни пулнӑ. Ахаль пӑхсан улпут именин управляющийӗ пек туйӑнакан, ҫын ҫӗре анчӗ те, чӗлпӗрне лаша мӑйӗ ҫине хучӗ. «Турӑ пулӑштӑр», терӗ Иван Иванович. — Юрататӑп, Олеся. Джим мана тата акӑ мӗн каларӗ: кӑнтӑрлахи апат валли мӗнле ҫимӗҫ тата мӗн чухлӗ хатӗрленине шутлама юрамасть терӗ, ку ырра мар-мӗн. Питех пӑлханмарӗ-и? Питӳ сан ҫилпе илемсӗрленмен, хӗвелпе ҫунман, аллусем те шурӑ санӑн. Пӗр бутылка кахетински эрех апатӑмӑр пӗр чашкӑра ҫеҫ иккенне асӑнтармарӗ те пире, чӗлӗмсене тивертрӗмӗр те вырнаҫса лартӑмӑр: эпӗ чӳрече патне лартӑм, вӑл хутнӑ кӑмака ҫумне ларчӗ, кунӗ нӳрлӗрехчӗ, сулхӑнччӗ. Атте мана хӗнене хушӑра вӑл, ҫӑмламас арҫури, тара панӑ! Вӑл нимӗн те пӗлмест пулмалла. Унӑн хусканӑвӗсенчен нумайӑшӗ вырнаҫусӑр пулса пыраҫҫӗ, анчах вӑл пурӗпӗрех хӑйӗнче тимлӗх пуррине палӑртать; вӑл ҫаврӑнкала-ҫаврӑнкала, хушӑран авкалана-авкалана илсе малаллах шӑвать, сехетре икӗ фут хушши малалла каять. Вӑл пурӑнма пултарасса та ӗненес килмест. Вӑл ҫӗре ҫав тери йывӑррӑн пусса тӑрать, тейӗн. — Йӗппе ӑна, эпӗ нумай ҫӗлетӗп… Ҫавӑн пек пӗчӗккӗн савӑннисем ӑна ӗҫе хӑйсен ҫирӗп аллисене хытӑрах та хытӑрах ҫавӑрса илекен, Артамонова аяккалла сирсе, пӗччен тӑратса хӑваракан шухӑ ҫынсем ҫав тери нумай кӳрентернисемпе ҫырлахтарнӑ. Вӑл унта пулса, пурне те курнӑ. Паганельсӗр пуҫне пурте майорпа килӗшрӗҫ. «Паганель ҫамки ҫинчен чылаях шӑрҫаланнӑ тарне шӑлса илчӗ; вӑл сулхӑн паман йывӑҫсене курнишӗн хӑйне хӑй савӑнать. Мирон тӳрленсе тӑчӗ унӑн сӑнӗ ҫак вӑхӑтра темле яланхи пек мар пулчӗ, вӑл темӗнле ют сасӑпа, кӑшкӑрарах, анчах ачашшӑн каларӗ: — Россия сываласси, ҫӗнелесси пуҫланать, — акӑ мӗн, тӑванӑм! Караванта ӳчӗ ҫинче пӗр чӗрӗ вырӑн юлми суранланнӑ ҫынсем пур. — Кӑтартӑр ҫав миллиона, тетӗп эпӗ: ces femmas — gu'on me les montre! Ӗҫ те мар ку. Вӑт ак, хӗвел ансан тухатӑн та вырӑн суйласа илетӗн. Хӑмӑшне лапчӑтса хуратӑн та кӗрсе ларатӑн эсӗ, ырӑ йӗкӗт, кӗтетӗн. Вӑл, яланхи пекех, манпа калаҫмаллине ыттисемпе калаҫатчӗ, (анчах ҫакӑ вӑл пурпӗр манпа калаҫниех пулса тухатчӗ-ха ӗнтӗ) ҫавӑн чухне вара: «ача-пӑчашӑн тӑрӑшни — ултав ҫеҫ, ҫамрӑк чухне тата пурнӑҫра киленсе юлма май пур чухне ачасемшӗн тӑрӑшни хакне те лармасть», — тесе хӑюллӑнах, чӑннипе тенӗ пекех калатчӗ. Хӑй пӗр сехет каялла ҫеҫ ҫакна хирӗҫле калани ҫинчен вӑл пачах та шутламастчӗ. — Эпӗ кунта ҫак карапа хам команда панипе тытса пыма килтӗм, мистер Гэндс, — терӗм эпӗ. — Малашне пулас распоряженисем ҫитиччен мана хӑвӑр капитанӑр вырӑнне шутлӑр. Эпӗ, — тет ҫав, — культурӑллӑ ҫын, ҫитменнине тата районри ответлӑ работник, ҫавӑнпа та хама пӗчӗк ҫын вырӑнне хунине юратмастӑп». Кӗтмен ҫӗртен мана унӑн ӳтне пытарнӑ тӑпрана ҫеҫ курма тивсен?..» Савӑннипе кӑшкӑрса ярса, ҫын костылӗ ҫине тайӑннӑ та ҫӗнӗрен вӑй килсе кӗнипе каллех тапранса кайнӑ. Вӑл вӗсенчен ыйтса пӗлме хӑтланнӑ, анчах вӗсем хӑраса ӳкнипе ним ӑнланса илеймесӗр: «Кӑваккисем! «Неушлӗ асӑмран каймӗ вара ҫав путсӗр Оксана? — терӗ тимӗрҫӗ. Цех ячейкинче Корчагин хӑй ҫине политграмота кружокне ертсе пырас ӗҫе илчӗ, анчах бюрора ӗҫлессишӗн ҫунсах каймарӗ. Капитан тусан, унран питӗ йӗрӗ капитан пулать… Ҫав кунсенче вӑл пусӑрӑнчӑк пурнӑҫпа пурӑнчӗ. — Ну юрӗ, каяр. «Ҫавӑ пулмалла», шутларӗ вӑл. — Вӑрӑмтунасем вӗсене пурӑнма кансӗрлеҫҫӗ… — Эпӗ-и? Салтака мӗн каламаллине тата мӗнле каламаллине пӗлмелле… Тата мана Иманус тесе чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпӗ сире малалла та пӗр хӗрхенмесӗр вӗлеретӗп. Гранвиль патӗнчи атакӑра, эпӗ пӑшалпа тӗлленӗ вӑхӑтра, эсир манӑн пӳрнене хӗҫпе касса татрӑр; Лавальре эсир манӑн аттене, аннене тата манӑн вунсакӑр ҫулти Жаклина ятлӑ йӑмӑка пуҫне касса вӗлертӗр… Вӑл вӑрахчен вӑрҫса ларчӗ. Пӗринче тата кӑвайт ҫине сурса, шӑлӗсемпе шатӑртаттарса та илчӗ. Хӗлле пӑранланӑ сурӑх путеккисемпе качака путеккисене халӗ ӗнтӗ ҫӗр каҫма картара хӑвармаҫҫӗ. — Абрексене-и? — терӗ старик. — Эсӗ аппунтан ыйт, вӑл сана пӗтӗмпех каласа парӗ, эпӗ кунта вӑхӑтлӑха ҫеҫ, — тесе каларӗ те ҫавӑрӑнса кухня енчи алӑкран тухса кайрӗ. Паганель чарӑнчӗ. Хамӑн юн юхасран хӑраса ҫеҫ эпӗ ҫын юнне тӑкма пултаратӑп… Бутылка ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫинче темиҫе хушамат ҫырса хунӑ. Шалта акӑлчанла ҫырнӑ хут тупӑннӑ. Пурте пӗрле пухӑнса эпир, Нильспа пӗрле, ҫак хута аран-аран кӑна вуласа тухрӑмӑр. Чиперех ӗҫлекен, ӗҫе вӑшӑл-вашӑл тума юратакан, анчах хресченсем кӑмӑлламан (вӗсен йӑли ҫав ӗнтӗ) старӑстӑна улӑштарса, вӑл яла тытса тӑрас ӗҫе, тӗрлӗ историсем ӑста каласа пама пӗлнипе кӑмӑлне ҫавӑрнӑ хӑйӗн ватӑ ключницине пачӗ. Ҫавӑ вӑрлани вырӑнне шутланнине эпӗ пӗлеттӗм. Пӑхсан, чуну аран кӑна тытӑнса тӑрать, темелле. — Лашана йӗвен кирлӗ пек, ҫынна турӑ умӗнче хӑраса тӑни кирлӗ. Ыйту кӑшт килӗшӳсӗртерех пулчӗ. Анчах вӑйлансах пыракан ҫил вӗсене ҫӳлелле хӑваласа улӑхтарнипе вӗсем пыра-киле пӗрлешсе, тӗксӗмленсе, часах пысӑк та хӑрушӑ пӗлӗт сийӗ пулса тӑраҫҫӗ. — Тӑванӑм!.. — Гаврила сассипелех тавӑрчӗ ӑна Челкаш, ура ҫине тайкаланса тӑрса. Ҫамрӑк капитан пӗр саманта та иккӗленмерӗ. Ҫапах хӑй пурнӑҫ тупсӑмне тӗпчеме пӑхать. Хама хирӗҫ пыма вӑй-халӑм ҫук… Халех чӗнсе килӗр ҫав ыйткалакансене!.. Эпӗ вӗсене юратмастӑп-и вара? Пӗр Дмитрий ҫеҫ, пирӗнпе пӗр танах ӗҫрӗ пулин те, ҫав-ҫавах хаяр тата шухӑшлӑ сӑнлӑ, ҫакӑ пӗтӗм ушкӑн савӑнӑҫне кӑштах сӗвӗртсе тӑрать. Вӑл шухӑша кайрӗ, аллипе паллӑ туса мана кӗтсе тӑма хушрӗ те тухса кайрӗ. Ылтӑн тӗслӗрех сухалӗн пӗрчисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса шӗвӗр муклашкасем пулса ларнӑ, вӗсен айӗнче карӑннӑ ҫӑварӗ пытанса тӑрать. Ӑна хирӗҫ эпӗ итальянецла ответлерӗм, мӗншӗн тесен мана ҫапла туйӑнчӗ: вӗсем мана ӑнланмаҫҫӗ пулсан, Итали чӗлхинчи сӑмахсем ытти пур чӗлхесенчи сӑмахсенчен те вӗсене ытларах килӗшӗҫ терӗм. — Мӗншӗн сана татах повара куҫарчӗҫ? Эпӗ нумай пӗлетӗп. Вавжонпа Марысьӑна курсан, унӑн мӑйӑхӗ сиккелесе илчӗ; сӑнӗнчен тӗлӗнни палӑрчӗ, вӑл йӑл кулчӗ те вӗсене сӑнарах пӑхса илчӗ. Трюмри лампӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнсе пычӗҫ. Ку вӑл ҫапла, чӑнах та, ҫапла пулчӗ: эпӗ сада кӗтӗм, астӑватап-ха, вӑл шурӑ юр пусса илнӗрен, хӗвел ҫути ӳкнӗрен ҫав тери илемлӗччӗ. Артём пуҫне зал еннелле ҫавӑрчӗ, куҫӗсемпе паллакан хӗрарӑмӑн питне ӑнсӑртран тӗл пулчӗ: ҫӗвӗ ҫӗлекен мастерскойра ӗҫлекенсем хушшинче чул касаканӑн хӗрӗ Галина ларать. Каллех ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнчӗ, унтан паҫӑрхи пекех вӑйлӑн чашлаттарса ячӗ. Чӗмпӗрте пристань тытать. Анчах герцог хута кӗчӗ: — Ярӑр ачана, ватсупнӑ! — Липинцӑран. Вара вӑл пӑшалне хӑвӑрт антарчӗ те, хӑйӗн аяккинче ҫакӑнса тӑракан илемлӗ йӗнӗрен сунарҫӑ ҫӗҫҫине туртса кӑларчӗ. Эпӗ ҫапла та шухӑшласа пӑхрӑм: енчен Джима чура пулма пӳрнӗ пулсан, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчех чурара юлма пин хут лайӑхрахчӗ, унта ҫемйи те пур унӑн. Ҫакӑн ҫинчен Том Сойера пӗлтерес мар-ши? Ан тив, Джим ӑҫтине вӑл Уотсон миса калатӑр. Кунта вара унӑн хӑйпе ӑмӑртакан ҫынна ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахса, ӑна савнӑ хӗрӗн урисем умне тӑсса ӳкерес килнӗ, анчах ҫавна тума хӑяйман вӑл. Паҫӑр, сӑмах пуриншӗн те пӗр пулнӑ чухне, вӗсем ун патӗнчен пӑрӑна-пӑрӑна, кутӑн ҫаврӑнса тӑнӑ, пӗр ҫӗрелле пухӑнса, хӑйсене питлекен ҫын ҫине аякран йӗрӗнӳллӗн, усаллӑн пӑхнӑ. Окленд, Макари, Кермадек, Макин, Мараки тата ыттисем те — кусем те ҫавӑн пекех Англи аллинче тӑраҫҫӗ. Ывӑлӗ пуҫне усса тӑрать, ашшӗ вӑл ҫакна хӑйне хӗртни ҫинчен аса илтерес тесе юриех тунине ӑнланчӗ. «Улталамӑп». Унтан эпӗ сулахаялла пӑрӑнтӑм та каллех инҫе каяймарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ пӗр вырӑнтах каллӗ-маллӗ кумса ҫӳренӗ-мӗн, кӑшкӑраканӗ вара пӗрмаях ман умра, малта пулнӑ. Атте, сан билет пур вӗт? Кӗрст! тутарать те, окопран вӑркӑнса тухассӑнах туйӑнать. Кӗрсе ларсам-и кунта, кӗрсе лар! Гек хӑйне ахаль ҫинченех айӑпланисене хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫавӑнпа вӑл пӑртак шикленсерех:— Чӑнах та, мистер Джонс, эпир нимӗн те туман-ҫке, — терӗ. Анне ҫавӑн пек туйӑмсӑр туса янӑ-ши мана? Ку декабрӗн 12-мӗшӗнче каҫпа пулчӗ. Вӗсем улттӑмӗш кун ишеҫҫӗ. Гленарван, Элен, Роберт, Мэри, Джон капитан, Паганель тата майор палуба ҫинче калаҫса лараҫҫӗ. Калаҫу, яланхи пекех, «Британи» ҫинчен пырать, — яхта ҫинчи мӗнпур ӑс-шухӑшсем пӗтӗмӗшпех унӑн аллинче тӑраҫҫӗ. Ҫак иккӗлентерекен шухӑш сасартӑк Гленарванра ҫуралчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑл экспедицин ытти ҫыннисене те хӑратса ячӗ. Ҫапла! ҫав, эпӗ хамӑн мӗн тумалли ҫинчен ҫӗрӗпех шухӑшларӑм. Выльӑхӗ вӑйлӑн та пиҫҫӗн авӑнкаласа илнисем вӑл ывӑнмасӑрах пит вӑрӑм ҫул ҫӳреме пултарни ҫинчен каланӑ. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ. Амӑшӗ кухньӑна тухнӑ чух вӑл урайӗнче сӑмавар вӗрсе чӗртетчӗ. Унпа пӗрле тата темиҫе советник та хулари паллӑрах ҫынсем пурччӗ; кунта мана темле протокол вуласа пачӗҫ, эп нимӗн те ӑнланмарӑм. Унтан тӑпчесе ыйтма тытӑнчӗҫ. Эпир ӑна яшка ҫитерӗпӗр. Вӑл директор хӗрӗ манпа урӑхларах калаҫнине курнӑ пулас, ҫавӑнпа кӗвӗҫет ӗнтӗ. Ку, ачасем, манӑн чи аслӑ чыс орденӗ. Анчах хӑш чухне унра урӑхла туйӑм та — амӑшӗ хӑйӗн ывӑлне йӑнӑшсенчен упрас, пурнӑҫ ӑс-тӑнлӑхне вӗрентес тесе тӑрӑшакан кӑмӑл майлӑрах туйӑм та вӑраннӑ, ку вӑл, унӑн малтанхи туйӑмӗ пекех, вӑйлӑн палӑрнӑ. Фомашӑн пулсан, ҫак туйӑм тата та ҫывӑхрах, тата та хаклӑрах пулнӑ, ку туйӑм Фомана ун ҫумне тата та ытларах илентернӗ. Карчӑк хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Хӑй вӑл пӗрмаях ҫӗлӗкне икӗ аллипех хӑлхи ҫине пуса-пуса антарать. — Ытлашши пӑлханнипе эпӗ асӑрхаман та, — тет вӑл, — малалла кала халӗ, урӑх эпӗ апла тумастӑп. Дик Сэндпа ун юлташӗсен ҫур мильӑна яхӑн ҫакӑн пек чӗтресе-епресе тӑракан вырӑнпа утмалла пулчӗ. Ҫакнашкал ӗҫсене нихҫан та курманскер, вӗсем ҫинчен Ерошка мучин калавӗсем тӑрӑх ҫеҫ пӗлекенскер, Оленин казаксенчен юласшӑн пулмарӗ, вӑл пурне те хӑй курасшӑн пулчӗ. Давыдов тӑп тӑрать, вӑл питне пӗркелентернӗ, хӗвел ҫинче тӗссӗрленнӗ куҫ харшине тӗлӗнсе каҫӑртнӑ. — Мӗн эсир? — Мӗн пулса иртет Вандейӑра? Ҫын хӑй аллинче перо тытма маннинчен айванлӑхпа намӑссӑрлӑх ҫав тери пысӑк хаярлӑх тӑваҫҫӗ. — Эсӗ мана турӑ ячӗпе панӑччӗ пулас-ха. Кам та пулин кӗтсе тӑрать-им сана унта? Часах пӗри хускатрӗ: — Тен… темле-ха… Пур ҫын та вӑйран тайӑлса, пӗтсе пырать, вӑл ҫавӑн пек пулмалла та; анчах вӗсем ниҫта та, пирӗн Российӑри пек ҫав тери хӑвӑрт, ҫав тери тӗлсӗр ватӑлса пымаҫҫӗ… Мӗн япала иккен ҫак? — Мӗн хӑтланаҫҫӗ сирӗн кунта, Опанас Иванович? Кораблев чӗнмерӗ. — Мӗн — ҫавах? Темиҫе кун хушши вӑл вилес пекех выртнӑ, Симурден кунӗн-ҫӗрӗн ун патӗнче ларнӑ. Пурӗпӗрех калле таврӑнать. Халь ӗнтӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑм». Кусем корольпе герцог. Кайран эпир текех пӗр-пӗрне курман. — Каҫарӑр та, пӗрисем кунта тинтерех ҫеҫ хыпарларӗҫ: вӗсем агитаци литератури кӑна 25 пӑт тиенӗ тата кокаин — икӗ пӑт. — Ну, те-емӗн, кокаина эсир кунта — ниҫталлисӗр таҫталла… Хыттӑн туртса карӑнтарнӑ бубен сӑранӗ темле янӑравсӑр илтӗнет, хут купӑс нӑйӑлтатать, йӗри-тавра карталанса тӑнӑ каччӑсемпе хӗрсем хушшинче, пиҫсе кайнӑ пек, икӗ ҫын ҫаплах унталла та кунталла ыткӑнаҫҫӗ: хӗрсемпе каччӑсем вӗсем ташланине шавламасӑр, уйрӑмах пысӑк та паха япала ҫине пӑхнӑ пек тинкерсе пӑхса тӑраҫҫӗ. Джон Мангльс чи малтан паруссене пуҫтарма каларӗ. — Унта вунсакӑр хуҫалӑх пӗрлешнӗ — пурте чи чухӑннисем. — Мӗн тӑвас ӗнтӗ санпа? — терӗ Юргин, Андрей каллех кӑмака патне пырсан. — Кунта, айлӑмра, — терӗ Спиридончо. Урине ним те тӑхӑнман хӗрача ҫеҫпӗл чечекӗсенчен ҫыхӑ тунӑ та утма ҫулпа утса пырать: — Чарӑн! Купӑс калаканӗ ҫумне тепӗр енчен Софи Веселова пырса тӑнӑ. Итле-ха, Джим, эпӗ сана каютӑна анма тата ман валли… мур илтӗрех… мӗн кирлине манса кайрӑм… пӗр бутылка эрех илсе килме хушасшӑнччӗ. Мӗншӗн пистолет пӗрремӗш хут персе яманни ҫинчен апла та капла калаҫа пуҫларӗҫ; хӑшӗсем: тарӗ таса мар пулнӑ пулӗ, теҫҫӗ, теприсем, пӑшӑлтатса: малтан тарӗ чӗрӗ пулнӑ та, Вулич кайран типпине хушнӑ, теҫҫӗ; ҫав юлашки шухӑш тӗрӗс мар тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен эпӗ пистолет ҫинчен куҫӑма пӗрре те сиктермерӗм. Мӗнне калӑн, шӑпӑрпа шӑлнӑ пек, пӗр тӑруках шӑлса тӑкрӗҫ! — Эсир, — терӗ вӑл, айккинелле пӑхса, — эсир мана ӑна курасшӑн пулни ҫинчен каласшӑн пулас. Ҫыннисем унта, суйласа илнӗ тейӗн, пурте чӑп-чӑмӑрччӗ, чӗп-чӗрӗ, кирек мӗнле начальствӑна та куҫран ӑстӑнпалан та хӑюллӑн пӑхӑҫҫӗ; мундирсемпе кӗпесем те пулин вӗсем ҫинче, ытти ротӑрисемпе танлаштарсан, темле чипертерех, илемлӗрех ларнӑн курӑнаҫҫӗ. Унӑн пӑлханнипе сӑн-пичӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗ ялкӑшма тытӑнчӗ, аллисене вӑл темшӗн ҫурӑмӗ хыҫне пытарчӗ. — Неушлӗ эсӗ те хӑвӑн нервуна пӑсрӑн апла? Каялла каяс пулать. Кӑршка-кассине тавӑрӑнӑпӑр хӑть, — тесе Микитене хуҫи ятла пуҫланӑ. Унӑн карапӗ ҫӗмӗрӗлет те, вӑл ҫӑлӑнса лилипутсен ҫӗршывӗн ҫыран хӗрне чиперех тухса выртать. Ӑна тыткӑна илеҫҫӗ те ҫырантан аяккалла илсе каяҫҫӗ. Вӑл, ҫӗрелле ӳкнӗҫемӗн, ҫав тери хӑвӑрт пысӑкланса пычӗ. Пӑши чӑтлӑха сиксе ӳкме ӗлкӗрчӗ кӑна, ҫав самантрах темскер, пысӑкскер, кӗрхи тӑвӑлтан та хӑрушӑ шавлӑскер, хырсен тӑррине ҫитсе ҫапрӗ те ҫӗр ҫумне ҫав тери хыттӑн кӗрӗслетрӗ, — пӗтӗм вӑрман кӗрлесе, йынӑшса илчӗ. Вӗсем ҫӳллӗ стенасем ҫине улӑхсанах хулара чан хыҫҫӑн чан ҫапма пуҫлать. Чан сасси ҫав тери кӑмӑллӑ пулнӑран сарӑ питлисем хуласене аркатмаҫҫӗ, унти ҫынсене вӗлерсе пӗтермеҫҫӗ, храмсене ҫаратмаҫҫӗ. — Вӗсем ҫӳлте! — кӑшкӑрса ячӗ маркиз. Сӑрт питех те вӑйлӑн чӗтӗресе илчӗ, малтанхи самантра вӑл ҫурӑлса кайнипе унӑн тӑрри таҫта анса каяссӑнах туйӑнчӗ. Вӑл, мӑкӑртатма чарӑнса, итлесе тӑчӗ. Апла, кама тенӗ ӑна эрехлӗх пама тытӑнсан, хамӑра та часах акӑ выҫӑ ларма тивӗ, — терӗ вӑл. Упа ҫурийӗ калать: — Акӑ ӑнланса ил-ха: эпир плита патӗнче тамӑкри пек шӑрӑхра хамӑр юна сӑрхӑнтаратпӑр, шӑмӑсене типӗтетпӗр, вӑл акӑ пӑх, сысна аҫи пек чӑмлать ҫеҫ! Хӑй хӑрушӑ ҫӗре лекни ҫинчен шухӑшланӑҫемӗн унӑн сӑнӗ тата салхуланса пынӑ. Пӗр актриса питӗ лайӑх юрларӗ. Пире питӗ кирлӗ вӑл. Ку сухарисем мана сахалтан та икӗ кун хушши тутӑ усрама пултараҫҫӗ. Эп халь шутлани те Эпех ку. — Халӗ сирӗн те хӗпӗртеме черет ҫитрӗ! — терӗм эпӗ, — ӗнтӗ сирӗн ҫине кӑшт шанатӑп; эсир мана улталас ҫук. Сехет хыҫҫӑн сехет иртет, ҫумӑрӗ ҫаплах чарӑнмасть. Ҫур сехетрен вӑл, тӑлӑх арӑм Дуглас ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе кайса, Кардиф тӑвӗ тӑрринче курӑнми пулчӗ, шкул ҫурчӗ аялта, хыҫалти айлӑмра, аран ҫеҫ курӑнса ларать. Пӗрре, вырсарникун, вӗсем ирех Атӑл леш енчи ҫарансем ҫине кайма шут тунӑ. — Эпӗ, мӗн… хирӗҫ мар, — калама пуҫларӗ вӑл. — Эпир аташнӑ!.. Документра эпир ӗмӗрне те ҫырса хуманнине вуланӑ! Вӑл пӗр сӑмахсӑр пуҫне сулчӗ. Инсарова вара намӑс пулчӗ. Пӗр-пӗр улпут вилнипе е патша умӗнче куҫран ӳкнипе (ку час-часах пулать) аслӑ вырӑн пушанса юлсан, ҫак вырӑнсене йышӑнма ӑмӑртакан пилӗк е ултӑ ҫын императора прошени параҫҫӗ те императора тата ун ҫуртӗнчи ҫынсене канат ҫинче ташласа кӑтартса йӑпатма ирӗк ыйтаҫҫӗ. Кам канат ҫинче пуринчен те ҫӳлӗрех сиксе, ӳкмесӗр тытӑнса юлать, ҫавӑ вара пушаннӑ аслӑ вырӑна йышӑнать. — Пӗтӗм ҫӗр анлӑшӗпех! — каллех хушса хучӗ Петӗр. Сӑмах май, ҫав пуянлӑхпа пӗччен ҫеҫ усӑ курни аван мар пулӗ. Хӑйӑрпа тусан пӗлӗчӗсене илсе килнӗ вӗсем. — Ларар ҫакӑнта, — терӗ Рита партере кӗрсен, «креслӑсем хыҫӗнчи вырӑнсем» текен ҫӗре кӑтартса. Сӗтел вӗҫӗнче ларакан секретарь суд решенине вулать. Сассине ним чухлӗ те улӑштармасть вӑл, хурлӑхлӑн вулать, ӑна итлесе тӑрсан судпа айӑпланакан ҫын хӑй те ҫавӑнтах ҫывӑрса каймалла. — Яланхи пекех, унта каятӑп, — терӗ Фратю господин. Батарея командирӗ нимӗн те шарламарӗ. — «Дунканпа» ӑҫта тӗл пулатӑр эсир? «Заполярьене» терӗ вӑл, унта куҫмӑпӑр теме ниепле сӑлтав та ҫукчӗ те, рейдера та шӑпах ҫавӑнталла шырама кирлӗ пек туйӑнатчӗ-ха мана, эпӗ ҫапах та тӗлӗнсех кайрӑм. Чӑнах та: ялтан уйрӑмрах ларакан витнӗ итемпе ун таврашӗнчи ҫуртри капанӗсем ҫунаҫҫӗ. Унӑн преосвященстви ҫавӑн пек чыс тунӑшӑн питех те хӗпӗртенӗ пулмалла. Сансӑр пуҫне ҫакӑн пек ҫырусем эпӗ никам патне те ҫырмастӑп пулас. Эпӗ халь вӗсем патӗнчен килетӗп. Никам та ӑна юрӑхлӑ мар. Сирӗн пек ҫамрӑк ҫын тӗнчере урӑх ҫук пуль тесе шутланӑччӗ эпӗ. Бизон аманчӗ ҫеҫ, вӑл ҫав тери урса кайрӗ. Илмелле пулнӑ. Пӗлӗт тӗлӗнче чултун тӗксӗм контурӗсем палӑрса тӑнӑ. Мӗнле ыйтупа? Ҫав самантрах йӑлт ыйтса пӗлес килчӗ унӑн, — малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен — мӗншӗн тесен ку чӑн-чӑн мыскара-ҫке, ҫитменнине тата, тупмалли юмах евӗрлӗскер; ҫакӑ кӑсӑклантарса ячӗ те ӑна. Атте кӗтет; манӑн текех тӑма юрамасть. Виҫӗ офицерпа та сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, Ромашов Лещенкӑпа юнашар ларчӗ, лешӗ ӑна, асӑрхануллӑн шуҫса, вырӑн пачӗ, ассӑн сывласа ячӗ те ҫамрӑк офицер ҫине салхуллӑ, йытӑнни евӗр парӑнуллӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. Нивушлӗ эпир Исланди айӗнче? Вӑл арендаторсем хӗсӗрленӗ пирки тата мӑръесемшӗн ҫӗнӗ куланай хушса тӳлеттернӗ пирки ӳпкелешекен ялсене никамран ыйтмасӑр пыра-пыра кӗнӗ. Мӗнле, сан шухӑшупа, пурӑнмалла? — Хӑвӑр шутларӑр-и е упӑшкусем каларӗҫ-и? Кольхаун хӑй мустангӗ патне пирвай пырса ҫитрӗ, йӗнер ҫине хӑвӑрт сиксе хӑпарчӗ те сиккипе прериелле вӗҫтерсе кайрӗ. Эпӗ ун пек килӗшместӗп. — Эппин, эпӗ ӑна тивмӗп. Эсир калани — маншӑн таса. — Шӑпах ҫавӑ, — фотограф. «Эсир тӗнчере тем тума та пултаратӑр, эсир илес тенӗ япалана тинӗс тӗпӗнчен те чавса кӑларӑр. Ахаль мар тахҫанах пословицӑра: жид, вӑрлас тесен, хӑйне те вӑрлама пултарать, тенӗ. — Мӗнле? Пурте пӗрле кӗчӗҫ-и? — ыйтрӗ герцог. Капитан, хӑйӗн тивӗҫӗпе карап ҫинчен чи кайран ӑнмалласкер, ӑна чи малтан хӑй пӑрахса кайнӑ. Алӑка темле палламан ҫын уҫрӗ. — Ну, апла пулсан — сывпулӑр! — каланӑ Фома тата шӑппӑнрах. Приговорӗсем ун чиркӳ законӗсене пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Нирмацкий хӑйӗн ревматизмне ӳпкелешме тытӑнчӗ. Тинӗспе ишсе пынӑ чухне нимӗнле паллӑ ӗҫех те пулмарӗ. Ҫамрӑк йӗкӗт, аран сывлӑш ҫавӑрса, вӗсем патне ҫитсе чарӑнчӗ; унӑн пиҫиххине хӗстернӗ вӑрӑм ҫӗҫӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. — Вӑл революцине палӑртаканӗ, — тенӗ Вэра. Ҫав ухмах арӑм пирки!» — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч юратман арӑмне астуса; тепӗр еннелле ҫавӑрӑннӑ та каллех хӑйӗн ӗлӗкхи вырӑннех выртнӑ. Пӗрешкел ҫынсен тачӑ ушкӑнӗ пӗр пулса, урам тӑрӑх савӑнӑҫлӑн юхса пыратчӗ, ҫав вӑя пӑхсан, ӑна кӑмӑллас, ун ӑшне, юханшыва кӗнӗ пек, кӗрсе ларас вӑрмана кӗнӗ пек, кӗрсе каяс килсе каятчӗ. Ара ку чи вырӑнлӑ тӗрӗслӳ вӗт! — Мӗн калӗччӗҫ? — Хулара мӗнле те пулин палӑксем пур-и? «Тараканӑн амӑшӗ макӑрмасть», теҫҫӗ халӑхра. Шлепкине ӗнси ҫине антарса лартнӑ Берсенев, пуҫне пӑрса, васкавлӑн утать. Хӗр пӑртак лӑпланма тӑрӑшса тӑчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй алла илеймерӗ, вара кӗлисем ҫинче варт! ҫаврӑнса, вӑкӑрсем патнелле кайрӗ. Ҫӗрле Корчагинсем патӗнче те ухтару пулнӑ. — Мӗнле шутлатӑр эсир, Халл капитан, карап ҫинче командӑран кам та пулин юлнӑ-ши? — Эпӗ хавас… — ответлерӗ Санин та нимӗҫле, ҫӑмӑллӑнах мар, — анчах эпӗ нимех те пахи туман-ҫке-ха. — Унтан вӑл хӑнисене ларма сӗнчӗ. — Нечо тӑвӑл пирки каларӗ те, акӑ ман аса та килсе кӗчӗ-ха. Ах, пулчӗ те ҫавӑн чух тӑвӑл, турӑ хӑтартарах! — сӑмах сиктересшӗн пулмарӗ Дамянчо Григоров. — Ку вӑл Крым вӑрҫи вӑхӑтӗнче пулчӗ. Таҫта, тахҫан курнӑ вӑл ӑна, тата пит час-час курнӑ пек. Гека хӑйӗн чӗри пырӗ патнеллех ҫитнӗ пек туйӑнса кайрӗ, анчах вӑл ӑна каялла ҫӑтрӗ те, хӑйне тӑруках сивӗ чир тапӑлнӑ пек пӗтӗм пӗвӗпе чӗтресе, вырӑнтах тӑрса юлчӗ. Каҫхине эпӗ ун патне кайрӑм, вӑл халь ҫеҫ вӑраннӑ мӗн те, вырӑнӗ ҫинчех кӑвас ӗҫсе ларать, унӑн арӑмӗ, чӳрече умӗнче пӗшкӗнсе ларса, йӗм саплатчӗ. Эпӗ килӗшесшӗн марччӗ пек… — Ҫук, вӑл кансӗрлет, кансӗрлет! — кӑшкӑрса ячӗ Евдоксия. — Эсӗ пит васкатӑн пулмалла? Вӑрӑм сиктӗрме вӗҫӗнчен ҫыхнӑ сӑпка пӳрт вӑтаҫӗрӗнче ҫакӑнса тӑрать. Ыратать-ҫке путсӗр чӗрем, кунӗн-ҫӗрӗн ыратать, ним канӑҫ та памасть вӑл мана! — тенӗ вӑл Разметнова. Ҫӗр ҫинчен аннӑ ҫынсем ҫав тери хаклӑ та тутлӑ апат-ҫимӗҫе касӑхса хыпса ҫӑтнине сӑнакан пӳрт хуҫи чулланнӑн тӑрать. Акӑ граф килсе кӗчӗ, вӑл сунарҫӑ тумне тӑхӑннӑ, унпа пӗрле тарҫисем те килнӗ. Караванӑн ҫур пайӗ вилни ҫинчен пӗлтернӗ чух, чӑн та, Алвиш пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ, анчах пӗтӗмӗшле ӗҫ пит начарах мар. Виолетта вӑййи ирӗкленсе, лайӑхланса пычӗ. — Мӗн ҫинчен калаҫать? — ыйтрӗ унран тепӗр мужикӗ, вӑтам ҫулти, салху сӑнлӑскер, инҫетрен, хӑйӗн пӳрчӗ крыльци ҫинчен лешӗ Базаровпа калаҫнине пӑхса тӑнӑскер. — Кил кунта! Кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗле йытӑсене пурне те ҫака-ҫака вӗлерчӗҫ. Синьора Грассини хӑйӗн хӑнине шӑпах Мартини юратнӑ пахалӑхсемшӗн: лӑпкӑ та вӑйлӑ характершӑн, тӳрӗлӗхшӗн, ҫирӗп те пысӑк ӑсшӑн, пичӗ-куҫӗ илемлӗ пулнӑшӑн чӗререн курайман. Мересьев сасартӑк ҫав сӑмах «пить» тени мар, «жить» тени пулнине, ҫавӑн пек кӑшкӑрни вӑл ҫак хӑватлӑ ҫыннӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ пӑлхавлӑн ҫӗкленсе вилӗмпе кӗрешнине ӑнланчӗ. Эпӗ аллӑра, мана улӑштарма вӑхӑт, — терӗ. Манӑн айӑплӑ ӗҫсенче те эсир таса пулмалла. Вӗсем патне ҫулпа Тоня чупса пырать. Кунта ун патне эпӗ чупса ҫитрӗм, хам куҫҫуль юхтарса макӑратӑп, ҫапах ӑна чӑпӑрккапа ҫурӑмран ислететӗп.» Вӑл сӗтел ҫине тулли хутаҫ лартнӑ та, ӑна, каялла илес пекех, аллисемпе тытса тӑрать; хӑй вӑрӑммӑн сывласа Варварӑна калать: — Манна кӗрпи ку… Вӑл хӑй тытса сутнӑ кайӑк-кӗшӗк укҫипе ҫӑмӑлах патронташпа сумка туянма та пултарнӑ, анчах та вӑл ун пек япаласене туянасси ҫинчен нихӑҫан та шутласа та пӑхман; хӑйӗн пӑшалне ҫав-ҫавах ӗлӗкхи пек авӑрласа, тарпа йӗтрене тӑкса ярассинчен е пӗр-пӗринпе хутӑштарса ярассинчен мӗнле сыхланнипе пурне те тӗлӗнтернӗ. Аннене кайса куратӑп. — Эс те ӑна йӗрлеме каятӑн пуль? Сарӑ тӗтӗм ҫинҫен йӑрӑмланса йӑсӑрланать, кактус тӗлкӗшет, анчах хӗрӳ. Ыйт ӗнтӗ халь — киле яраҫҫӗ сана, унта хӗрарӑмсемпе командовать тӑватӑн, тылра та ӗҫе пӗлекен ҫын ытлашши мар, ҫапла-и? — Эп юна ӗненетӗп! — тенӗ Яков Тарасович. — Юрать… Эпӗ Ромашкӑна вӑл сутӑнчӑк, сутӑнчӑк ҫеҫ унтан каҫару ыйтма тивӗҫ, тейӗп. Том тӑрса ларчӗ — куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ, сӑмса ҫунаттисем пулӑ сухисем пек карӑнаҫҫӗ. — Ӑна хупса лартма вӗсен нимӗнле тивӗҫ те ҫук! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Халех чуп! — Пӗлетӗр-и? — тесе ыйтрӗ те вӑл шӑппӑн, пуҫне усрӗ. — Ҫӗнӗрен ӑнлантарма ыйтмӑр, тесе шутлатӑп эпӗ? ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцин проектне буржуалӑ критикленипе ӗҫсем ҫапла тӑраҫҫӗ. Кӗҫӗнни кантрине туртса карӑнтарнӑччӗ ӗнтӗ, ун ҫине ҫӗмренне те хунӑччӗ, анчах уххине сасартӑк ури патне антарчӗ те каялла ҫаврӑнса тӑчӗ: «Ҫук, — терӗ, йӗрсе ярса, — куна тума пултараймастӑп эпӗ… Шута илӗпӗр те урӑх ыйту ҫине куҫӑпӑр. А сан, кайсан та юрать, Ефим! — Жид каланӑ тӑрӑх, Варламов молокан патӗнче ҫӗр выртать. Ҫапах та — арӑмне лӑплантармаллах пулнӑ, вара, ӑна лӑплантарас тесе, вӑл унӑн пуҫне стена ҫумне ҫапа-ҫапа хуллен ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн каларӑн, ухмах, э? Вӗсен температури 5 000 градуса яхӑн, вӗсем Хӗвел ҫаврашкинчен тӗксӗмрех, ҫавӑнпа та эпир вӗсене ахаль куҫпа курмастпӑр. Вӑл юр ҫинчен тӑчӗ те шӑлне хыттӑн ҫыртса малалла хускалчӗ, пынӑ май вӑл хӑй умӗнчи уйрӑммӑн палӑракан япаласене тӗллерӗ — пӗр хыртан тепӗр хыр патне, тункатаран тепӗр тункатана ҫити, пӗр кӗрт купинчен тепӗр кӗрт патне мӗшӗлтетрӗ. Яланах сулхӑн пама хатӗр темиҫе йӑмрасӑр тата имшерленсе кайнӑ ик-виҫ хурансӑр пуҫне, кунта пӗр ҫухрӑм кайсан та, урӑх ниҫта та пӗр йывӑҫ та кураймӑн; пӳрт ҫумне пӳрт ҫыпҫӑнса ларать; пӳрт тӑррине ҫӗрӗк улӑм виткелесе янӑ. Вӑл, ахӑртнех, Иван Иваныч та тӗлӗнессе, ҫавна май: «Пулма пултараймасть!» — тесе кӑшкӑрасса кӗтрӗ пулас, анчах лешӗ малалла та лӑпкӑн кӑна ыйтрӗ: — Ӑҫта-ши унӑн хваттерӗ? Ҫурҫӗр полюсӗнчен кӑнтӑр полюсӗ еннелле каякан йӗре меридиан теҫҫӗ. Лашасем ҫинчен сиксе антӑмӑр та Бэла патне пытӑмӑр. Учӗсем хӗвелпе хуралса кайнӑ ҫара уран ачасем ҫавӑнтах, ҫӗр ҫинче, хӗрӳ хӗвел айӗнче тӑсӑлса выртнӑ, вӗсен амӑшӗсем ҫӑмарта тата ҫу тултарнӑ корзинкӑсемпе йывӑҫсем айӗнче лараҫҫӗ. Кӗнекене Голланди хучӗ ҫине мар, арабсен лайӑх пурҫӑн хучӗ ҫине пичетленӗ, ҫав хут нихҫан та хӑйӗн шурӑ тӗсне ҫухатмасть. Хуплашкине ылтӑнланӑ сафьянран тунӑ, тӳмелемеллисем кӗмӗл пулнӑ. Каласа пӗтерсен вилсе те кайрӗ», тенине ҫырса илтӗм эпӗ. Шӑна хӑйӗн ҫӳҫӗ ҫинче чупса ҫӳренине сиссе тӑчӗ вӑл. Паллах, пӗлет. Чӑн та вӑл кун праҫник кунӗ марччӗ, тен вырсарникун вӑл пастор евӗрлех курӑннӑ пулӗччӗ. Унӑн мӗнпур усал шухӑшӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларас тесен, Гленарван экспедицин темӗн пекех ҫивӗч куҫлӑ пулмалла. Анчах ҫапах та эпир ун ҫине иккӗленсе пӑхатпӑр, вӑл питӗ пысӑк та кӗрӗс-мерӗс, йывӑр пек туйӑнчӗ. — Эпӗ халӗ ҫакӑнта ларнӑ пекех чӑн вӑл. Ку йӗр ӑна пачах интереслентермерӗ. Чура сутуҫисемпе чурасен ҫӗршывӗ!.. Чӑн-чӑн суд пулнӑ чухне пирӗн ҫавна тӗпчесе пӗлмешкӗн вӑхӑт пулать, вӑл суда хирӗҫ, паллах, никам та сӑмах калас ҫук. Унӑн сӑмси вӗҫӗнче манка тумламӗ чӗтренет, анчах вӑл ӑна асӑрхамасть. — Хама хам тарӑхса кайрӑм. Ӑна пӗтертӗм тесе савӑнаймасть тӑшман, тӳрӗ ҫынсемех хӗпӗртесе савӑнӗҫ. Ку тӗлӗнмелле этем пиччен шухӑшӗсене малтанах пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнать. Анчах ку, чӑнах та, пӗтӗмпех тӗрӗс». — Андрей ҫӗлӗкне хыврӗ те хӑйӗн унтан-кунтан кӑвакарнӑ пуҫӗ ҫинелле шӑпӑр хуллипе тӗллесе кӑтартрӗ. Вӗт вӑл ҫав тери тӗлӗнмелле ҫын, ӑна пӗр турӑ ҫеҫ ӑнланать пулмалла: пӗр-пӗр вӑхӑтра е тунката пекех нимӗн те чӗнмест, тепӗр чухне, сасартӑк калаҫма тытӑнать те, мӗн калаҫнине вара пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет пулас. — Дик, пурне те сӑна, лайӑх сӑна! — кӑшкӑрчӗ Халл капитан юлашки хут. — Халь-и? Пӗр ҫуртӑн хапхи умӗнче каретӑсем, тӑрантассем, кӳмесем питӗ те нумай тӑраҫҫӗ; кунта хӑйсен мӗнпур пурнӑҫне зефирсемпе амурсем ӳкернӗ картинӑсем ҫине пӑхса тӗлӗрсе ирттернӗ, хӑйсене меценатсем тесе шутласа ҫав картинӑсене туянма ашшӗсем перекетлесе хӑварнӑ е ӗлӗкрех хӑйсемех ӗҫлесе тупнӑ укҫа-тенке ырӑ кӑмӑллӑн тӑкакланӑ, искусствӑна юратакан пуянсенчен пӗрин япалисене аукционпа сутаҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ӑна ҫавӑн пек ят панӑ? Ӗнине ҫавӑтса тухма ӑна пит ҫӑмӑлах пулман, ҫакна питҫӑмартинчи тин кӑна чӑрмаласа янӑ йӗр те аванах кӑтартса парать. Вӑл сана пуҫран хӑмапа яра пачӗ, эсӗ ҫавӑнтах тешӗрӗлсе антӑн. Эсир иксӗр те чӑн-чӑн хӑрушлӑха курмастӑр. Тем, ун йышши мар пек вӑл. Кунта — хавхалану, анчах эсир ав мӗнле, — епле-ха ун пек? Анчах сире, ҫамрӑкскерне, илемлӗскерне, вӗреннӗскерне, сире — хӑвӑрӑн шухӑшӑрсемпе… — Темле лӑпланаймастӑп, эпӗ пӗр харӑсах икӗ ҫулпа пынӑ пек пулса тухать: пӗрре пӗтӗмпех ӑнланнӑн туйӑнать, унтан сасартӑк тӗтре ӑшне лекнӗ пек. — Мӗнле, театра каятпӑр-и, Володя? — О! куратӑп — эсир вуҫех мӑн ҫын-ҫке. Пурте-пурте — темле тискер, ӑстӑнсӑр, хаяр, лапӑркка! Стёпа, ӑман пар-ха… — Варя, Варя! — кӑшкӑрчӗ Алексей, чавса ҫинче ҫӗкленме хӑтланса. Вӑл тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ шухӑшсем пирки тапратса калаҫма пултарать, анчах хӑй мӗн шутланисем ҫинчен нихҫан та каласа памасть. Ҫапла ӑнӑҫсӑр пулса тухнӑ ӗҫ хыҫҫӑн мӗскӗн амӑшӗ пайтах куҫҫуль юхтарчӗ, — куҫҫуль те юхтарчӗ, намӑс та пулчӗ ӑна. Пилӗк минут иртрӗ, вунӑ минут… Якорь ҫинче тӗлӗрсе ларакан офицер кӑштах ҫӗкленчӗ те ирттерсе яма хушрӗ. Пӗррехинче вӑл, тутине кӑмӑлсӑррӑн пӑчӑртаса, хохола ҫапла каларӗ: — Темшӗн питӗ хаяр вӑл Сашенька! — Уорда телефонпа чӗнӗр. Иккӗмӗш эшелонра — госпитальсем, складсем, мастерскойсем, типографисем тата редакцисем. Кунта атӑ ҫӗлеҫҫӗ, йӗмсем ҫине саплӑк лартаҫҫӗ, танксене юсаҫҫӗ, боеприпассемпе горючие пӗр вырӑна пухаҫҫӗ тата ӑна ҫара парса тӑраҫҫӗ, ҫухатусемпе наградӑсене, хӑравҫӑлӑхпа паттӑрлӑха шута илсе пыраҫҫӗ. Эпӗ ҫӗре ытларах юрататӑп. — Анчах сирӗн малтан Российӑна каймалла вӗт-ха? Килсемччӗ пирӗн пата, юратнӑ чӗппӗм, эпир сана илме Песочнӑйне лав та ярӑпӑр. Республика таткаланса пӗтнӗ гимнастёркӑсен шӑп чӗре тапакан тӗлӗсене ылттӑн ункӑллӑ Хӗрлӗ ялав орденӗсем ҫакнӑ, вӗсем хушшинче комсомолец-пулемётчик Иван Жаркийӗн гимнастёрки те пулнӑ… Пирӗн ҫичӗ ҫыннӑн ҫирӗм мушкет пур. Вутта эпир тӑватӑ штабель туса купаларӑмӑр. Ку штабельсене сӗтел тесе ят патӑмӑр. Крепосте сыхлакансен кашниннех ал айӗнче мушкетсем пулччӑр тесе кашни сӗтел ҫине тӑватшар мушкет хутӑмӑр. Ирхине, киле тавӑрӑннӑ чух, Женька урапа ҫинче лавҫӑ старикпе юнашар ларса пычӗ, хӑй пирус хыҫҫӑн пирус туртать. Чӗрӗлле илетӗп», — тесе кӑшкӑрчӗ. Тата ик-виҫ кунлӑха эпӗ Ленинградрах юлатӑп. — Граждансем! — тесе кӑшкӑрать вӑл, халӑх ушкӑнне пӑхса. Хӑш-чухне Андрей амӑшне, куҫӗпе кула-кула:— Вулар-и, ненько, э? — терӗ. Кӗпер, паром таврашӗ ниҫта та курӑнмасть. Анчах, мӗнле пулсан та, тепӗр енне пурпӗрех каҫас пулать. Акӑ каҫ та пулчӗ, хӗвел те анать, Страстной бульвар патӗнче, йывӑҫсем тӗлӗнче, кураксем ерипен кӑна вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ… — Вӑл 1912-мӗш ҫулхине кӗркунне «Св. Мария» шхунӑпа Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗ тӑрӑх тухса кайнӑ, ҫав Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн тӗп управленийӗнче акӑ сирӗнпе ларатпӑр та эпир. Сиксе тӑнӑ та тӳрех сӑмала пек шыва сикнӗ. Ыран сире мӗн чухлӗ ҫӗр кирлӗ, ҫавӑн чухлех пулать. Вӑл тӗлӗнмелле ӳт-пӳллӗ пулнӑ; унӑн ылтӑн тӗслӗ, ылтӑн пек йывӑр ҫивӗчӗ чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ; анчах ӑна никам, та хитре хӗрарӑм темен; унӑн сӑн-питӗнче лайӑххи пӗр куҫӗсем кӑна пулнӑ, тӗрӗссипе, куҫӗсем те мар, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑках мар тата чакӑр кӑвак тӗслӗ пулнӑ, — пуринчен ытла ҫав куҫсем хӑвӑрттӑн та тарӑннӑн, пӗр шухӑшсӑр маттуррӑн пӑхни, е, салхуллӑн шухӑша кайса, этем ӑнланми пӑхни илемлӗ пулнӑ. Тӑшмансене сутӑннӑ тесе, автора айӑплама хатӗрленеҫҫӗ те, авторӗ ҫавӑн ҫинчен пӗлет. Вырӑс ҫынни, Алексей Витаминович, — ҫынсем хушшинчи артист вӑл эпӗ ҫапла ӑнланатӑп. Хисеплӗрех ҫынсенчен хӑшӗсем картишне тухса кайрӗҫ, пӳлӗмре вырӑнтан хускалайми ӗҫсе супнисем ҫеҫ юлчӗҫ. — Мӗншӗн? — хумханса кайрӗ Уэлдон миссис. — Пӗрмай унталла, хӗвел анса ларнӑ еннелле утӑр. Унтан хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ. Йытӑ каллех хӑрӑлтатса илчӗ. Алӑ пуснӑ: Обществӑна хӑтаракан Комитет делегачӗ Симурден». Ачан пӗлес, ӑнланас килнине вӑхӑтсӑр вӑратас мар, суккӑрӑн асапне пысӑклатас мар тесе Макҫӑм питӗ асӑрханнӑ. — А ҫавӑ. — Мӗншӗн-ха ҫак хӑй юратнӑ, упӑшкине ҫухатнӑ пӗчӗк те чӗмсӗртерех хӗрарӑмӑн вӑл ӑна суйласа илнӗшӗн ҫав тери савӑнса каймалла пулнӑ? — Ҫапла, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче. — Кама вӗлернӗ? Эпӗ вӗсемпе пӗрле ларса хӑна пулассинчен темӗн пекех хӑтӑласшӑнччӗ, анчах нимӗн тума та ҫук. — Ҫӗҫӗпе каснӑ пек касса татрӗ! «Давыдовран ыйтса пӗлмеллеччӗ!» — шухӑшларӗ вӑл кӑштах пӑшӑрханнӑ пек пулса. — Мӗншӗн-ха вӑл… Ялан вӑл, монашка пек, хура кӗпепе ҫӳретчӗ, Медицински институтра вӗренетчӗ. Ҫурҫӗр флотне кӗрекен карап мар иккенне пӗлсе, ман штурман юратнӑ пек, хай, унтан кӑшт пӑрӑнарах кайрӑмӑр, вара хӑвӑрт кӑна калле ҫаврӑнтӑмӑр та тӳрех тӗл ҫине ӳкрӗмӗр. Ҫакӑнта Талькав кациксене тӗл пуласса шанать, Гарри Грантпа унӑн икӗ юлташӗ, Гленарван шухӑшӗпе, ҫавсен аллинче пулмалла. Аргентинӑн республикне кӗрекен вунтӑватӑ провинцирен Буэнос-Айрес провинцийӗ пуринчен те аслӑраххи пулать, унта халӑх та нумай пурӑнать. Вӑл кӑнтӑрти индеецсен ҫӗрӗпе чикӗлешет. Провинцин ҫӗрӗ те, климачӗ те калама ҫук аван. Пӗтӗмпех тырпулсемпе тата тӗмесемпе витӗннӗ тӳремлӗх хӑйӗн тикӗс анлӑшӗпе пӗтӗм чуна ҫӗклентерсе ярать. вӑл Тапельквемпа Тандиль сьерри патне ҫитичченех тип-тикӗс тӑсӑлса пырать. Кӗрӗр, эпӗ сире унӑн пӳлӗмне илсе кайӑп, — терӗ вӑл. Карчӑк хӑйӗн тӗссӗр тӗксӗм куҫӗсемпе Алексей сӑн-питне, френчне, пуринчен ытла япаласем чикмелли миххине шӑтарас пек пӑхса хыпашларӗ. Тен, эпир пӗр-пӗрне урӑх нихҫан та кураймӑпӑр. Патмар, ытла сарлака хул пуҫҫиллӗ кӗтӳҫӗ те, чӑпӑрккине выляткаланӑ май пӗр тимлемесӗр тенӗ пек кил картине, пӳрт-ҫурта, пӳрт кантӑкӗсене, маччана улӑхмалли ҫӑт хупнӑ алӑка пӑхса ҫаврӑнса, ун хыҫҫӑн лӑпӑстатрӗ… — Эсир мистер Мигуэль Диазӑн шайкки ҫинчен калатӑр пӳлӗ? Сыхланарах пӑхкала пуҫларӗ. Халь ӑшӑ. Чӑтма ҫук шыв ӗҫес килнипе, эпӗ савӑнмалли е пӑшӑрханмалли ҫинчен те пӗлмерӗм. Тикансем хӑйсен майӗпе те, ӗмӗчӗсемпе те ытларах тӗрӗксем енне туртӑнатчӗҫ, кирек хӑш-ҫӗрте те вӗсем тӗрӗксен шанчӑклӑ пулӑшаканӗсемччӗ… Боримечка тикана ҫил пек хӑвӑрт хӑваласа пычӗ. Тикан ҫапах та унран хӑвӑртрах чупать, пӑлхавҫӑсен окопӗсенчен чылай аяккалла пӑрӑнчӗ ӗнтӗ вӑл. Этем йӗрӗ, анчах этемӗ утса мар, тӑватӑ уран упаленсе пынӑ. Ҫынсене вӗсем ҫыхӑнтарса тӑмаҫҫӗ. Аэлита яланхи пекех килсе кӗрессе вӑл икӗ сехет ытла кӗтет ӗнтӗ, алӑк патнелле пыра-пыра тӑнлать, анчах Аэлита пӳлӗмӗнче шӑп-шӑпӑрт. Калаҫаканӑн кашни сӑмахне хапӑл туса майор пуҫне сулса тӑрать. Ҫакна курса Джон Мангльс хытӑ тӗлӗнчӗ. Тӳрех пулакан малтанхи туйӑм сайра хутра кӑна тӗрӗс пулма пултарать, Корытов та, тен, паллашнӑ чухнехинчен нумай лайӑхрах пулӗ. Манӑн чӗрене темскер чиксе кайрӗ. Хӑйӑр мӗн вӑл? — Формулировкӑсем ан шырӑр, чӗрӗ сӑнлӑхсем парӑр. Формулировкӑсене эпир хамӑрах тӑвӑпӑр. Анчах сарайӗнче канлӗ пулӗ-ши сана. Пур ҫӗрте те совет влаҫӗ, пур ҫӗрте те колхозсем, пӗр колхоз тепринне кӑштах улӑх касса илни мӗнех-ха вӑл?» — хурланса шутларӗ вӑл Шырланпуҫне ҫул тытнӑ май. Воропаев капитан мостикӗ урлӑ пӗшкӗнчӗ. «Нивушлӗ ку хӗр… лешӗ? — шухӑшларӑм эпӗ. Ҫакӑ пулнӑ иккен вӑл самолета антарса лартнӑ чух эпӗ аяккинелле пӑрӑнса ӳкнӗ тӗксӗм япала. Уйрӑм сӑмахсемпе ҫеҫ хирӗҫ тавӑрать. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ сквайр, — Гокинс, ил хӑвӑн шлепкӳне, халех эпир хамӑрӑн карапа пӑхма каятпӑр. Кун пек минутсенче вӑл тинӗс хӗрринчи, хула хыҫӗнчи парка аса илет те, ун умне каллех:— Тимӗр карта ӑшӗнчен ҫӑлӑнса тухса ҫӗнӗрен строя тӑрас тӗлӗшпе, хӑвӑн пурӑнӑҫна усӑллӑ тӑвас тӗлӗшпе мӗн тумаллине пӗтӗмпех турӑн-и эсӗ? — тенӗ ыйту тухса тӑрать. Хура шыв пирӗн тӗлпе шуса иртет, ун ҫийӗпе хура пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ, тӗттӗмре леш енчи ҫыран та курӑнмасть. Вӑл хӳмесемпе пӗрлештернӗ темиҫе хыр пураран тӑрать; тӗп пӳрчӗ умӗнче ҫинҫе юпасем ҫинче тытӑнса тӑракан лупасайӗ пур. Эпӗ кунтан сӑрт ҫинелле васкаса утса кайрӑм. Вӑл — ил! тени пулать. Лось ҫерем ҫинче йӑваланса выртакан икӗ, унтан — виҫҫӗмӗш тата тӑваттӑмӗш михӗсене уйӑрса илчӗ… Калиныч, ларчӑк ҫинче сиккелесе ларса пынӑ май мӑкӑртатса юрлама тытӑнчӗ те, ҫаплах куҫ сиктермесӗр шурӑмпуҫ ҫине пӑхса пырать… Мамӑк тутӑрпа ҫӳҫенӳллӗн пӗркенсе, вӑл Фомана:— Аван-ха эсӗ килни! Икӗ сехете яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн Дик Сэндпа ӑна пулӑшаканӗсем юлашкинчен марсель ҫинчи икӗ рифа туртса ҫыхрӗҫ. Хура Урасен аллинче Канадӑри Саскатчиван ятлӑ юханшывран пуҫласа кӑнтӑрти Иеллоустон ятлӑ юханшыв хушшинчи тӳрем вырӑнсем пулнӑ; хӗвелтухӑҫнелле Чуллӑ сӑртсенчен пуҫласа ҫӗр аллӑ километр ытла вӗсем тытса тӑракан ҫӗр тӑсӑлса выртнӑ. Вӑл пӗр ҫӗклем вутӑ ҫӗклесе кӗчӗ те кӑмака умне пӑрахрӗ. — Кунтан пӗр хӗрӗх ҫухрӑма, Рябовӑна. Давыдов пӗр хушӑ чӗнмерӗ, Лушка хӑйне ҫавӑн пек ним именмесӗр мухтани ӑна кӑмӑла каймарӗ, тӗлӗнтерчӗ. Анчах вӑл ҫунакан пӳлӗмре темиҫе утӑм та ярса пусма ӗлкӗреймерӗ, ҫунса ҫӳхелме ӗлкернӗ урай ун хыҫӗнче ишӗлсе анчӗ те алӑкпа ун хушшинче вут-ҫулӑм ялкӑшма тытӑнчӗ. Анчах эпӗ тӑван ҫӗршывран тухса кайни ҫирӗм ҫул. Унтанпа Боливи ҫеҫенхирӗнче пурӑнатӑп, ҫавӑнпа мана пит кӑмӑллӑ ентешсемпе тӗл пулма! Чӑнах та, тӗрӗслесе пӑхма приказ парӗ те… пирӗн мӗн пур?.. Ку хӑй Щукин дворӗнче туяннӑ тӗлӗнмелле портрет пулчӗ. — Калас пулать, сирӗн пек йышши ҫынна шута илсен, эсир пит те тӗлӗнмелле калаҫатӑр. Хам та, ухмах, асӑрхаймарӑм, вӑт инкек! — C`est arrange… Эпӗ, ҫывӑрса каяс мар тесе, тӑрса ларатӑп, пуҫа чӗркуҫҫи ҫине хуратӑп. Тата темиҫе минутран нимӗҫпе ун кровачӗ ҫине пырса ларнӑ Павел хӗрсех калаҫма пуҫларӗҫ. Анчах, хӑй ҫине ҫавнашкал пӑхни мӗн тери аван мар пулассине малтанах курса тӑрсан та, унран хӑтӑлма вӑл нимӗн те тумарӗ; унӑн пӗрне ҫупӑрламаллаччӗ, тепӗрне парне памаллаччӗ, мӑкӑртатмасӑр ҫӳремеллеччӗ, ҫаксене тума ҫӑмӑллӑнах пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ҫуралассах вӑл тиркешми ырӑ кӑмӑлпа ҫуралнӑ. Ашшӗ ал пуснине Мэри кӑтартсанах палларӗ. — Эсир мана питӗ хытӑ юрататӑр-и? — тесе ыйтрӗ юлашкинчен. — Ҫапла-и? Давыдов ерипен тайӑлчӗ, Лушка сисӗни-сисӗнми пуҫ сӗлтрӗ те, ватӑ вӗренен пысӑк мӗлкинче ирӗлсе кайнӑ евӗр, калинккерен кӗрсе ҫухалчӗ. Иван, мӗн каланине илтетӗр-и эсир? Унӑн аллине авӑн ҫапакан машина татса пӑрахнӑ. Эпӗ ҫав йӗркесене «Монготимо Хурчка Чӗрнерен» пуҫласа, татса сӑвӑ каланӑ пекех янраттарса вуласа патӑм. Огнянов ӑнсӑртран хӑйӗн юнпа вараланнӑ сылтӑм аллине пӑхрӗ те вӑл Кандов юнӗ иккенне асне илчӗ. «Ятсӑр ҫырусем» ҫырма тытӑнмалла халӗ», — терӗ Том. Пӗтет, тет, чӑн-чӑн купец… Вӗҫе-хӗррисӗр саралса выртакан юхан шыв ҫинчи утравсем пек, вӗсем вырӑнтан сикмесӗр тӑраҫҫӗ. Ҫанталӑк хӗрринче ку пӗлӗтсем сарӑлаҫҫӗ, вӗсен витӗр вара кӑвак таса пӗлӗт хушӑкӗсем курӑнми пулаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсем те, таса пӗлӗт пекех, чакӑр курӑнаҫҫӗ: вӗсене витӗрех ӑшӑпа ҫутӑ ҫапса тӑрать. — Лайӑх ҫын. — Ярцев? — тӗлӗнсе кайрӗ Андрей. Унӑн пилӗкҫӗр тенкине вӑл ҫурт ҫине юсанӑ ҫӗре ячӗ, анчах колхозри ҫуртсене витекен Маркел ытларах ыйтрӗ, пӳрт ҫине юсасси тӑхӑрҫӗре ларчӗ, ҫапла вара, Софья Ивановна тӑватҫӗр тенкӗлӗх парӑма кӗчӗ. — Ку вӑл — король хӑй арӑмӗсене тытакан вырӑн. Ҫӗнӗ Зеландирен каялла тавӑрӑнаймаҫҫӗ. Ах, мӗскершӗн манӑн куҫсен ҫак тӗттӗм ҫӗре ҫитме хӑват ҫитмест-ха. Вӑл Азире пурӑнакансем тӑхӑнакан шалпар тумтирпе ҫӳренӗ; унӑн хура сӑн-пичӗ хӑй кӑнтӑрта ҫуралса ӳснине кӑтартса панӑ, анчах вӑл мӗнле наци ҫынни — индеец, грек, персиянин пулнине никам та татса калама пултарайман. Игнат ун ҫине хисеплесе пӑхса илчӗ те кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн:— Ку ҫапларах ҫав, — терӗ. Симурден хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Эпӗ сирӗн аллӑра парӑнатӑп, анчах пӗр условипе. Аттепе анне мана, мӑйӑрла вылянинчен пуҫне ытла урӑх нимле те вылямалла мар тесе, хытах, пуҫран шаккасах, каласа ячӗҫ, тесе кала… — Аттеҫӗм, санпа пӗрле пырам-и? — ыйтрӑм эпӗ унран. — Мӗн пулнӑ сӑна, Плутон тусӑм? Унӑн хӑйӗн шӑршийӗ пур — тарӑн, яшка ҫӑвӗн, кантӑр ҫӑвӗн, кӑмака куклисен тата тӗтӗмӗн йывӑр та мӑка шӑршийӗ; ҫав шӑршӑ тӑвӑр, ӑшӑ ҫӗлӗк пекех пуҫа хӗсет те, ӑш-чикелле сӑрхӑнса кӗрсе темле ӳсӗртнӗ пек туса ярать, куҫа хупса, шутсӑр хытӑ ҫухӑрса ярса, таҫталла чупса пырса, пирвайхи стена ҫумнех пуҫпа ҫапӑнас килекен тӑвать. Тимур Женя патне пычӗ. Часрах тусан лайӑхрах пулӗ… Эпӗ пӗтӗмпех чӗтретӗп. Элек Аламо тӗлӗнче йӑлкӑшса тӑракан ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫуттинче Исидора лашине чуптарса пынӑ. Пырсан-пырсан, хавильдар каярах юлнӑ самантсенче вӑл ашшӗне хавхалантарма тӑрӑшса калаҫать, ун хӑш-пӗр сӑмахӗсене Том илтет те. Ҫапах та, вӑл пӗччен пулман. Вунтӑваттӑ унӑн, — турманне ҫав парнелерӗ мана. — Нимӗскерех те пулман, манӑн ахаль ҫеҫ сирӗнпе курнӑҫас килнӗччӗ, — тирпейсӗррӗн тавӑрчӗ Ромашов. Хуҫасем килсе куричченех ҫакӑн пек выртап ӗнтӗ, вара сан ҫинчен каласа кӑтартатӑп та, сана хӑваласа яраҫҫӗ! Ун аллисем юнланса пӗтнӗ. — Манӑн пӗр пӗлӗш пират пур, ӑна Бонс тесе чӗнеҫҫӗ, эпӗ сире вӑл ята кӑмӑлтан патӑм. Хӑвӑра мӗн каланине асра тытӑр: паллах ӗнтӗ, пӗр стакан ром сире вӗлереймест, анчах эсир тепӗр стакан ӗҫсен, сирӗн татах та татах ӗҫес килет. Эпӗ сирӗн умӑрта пуҫӑмри парикпе тупа тӑватӑп: эсир ӗҫме пӑрахмастӑр пулсан, эсир чи кӗске вӑхӑт хушшинче вилетӗр. Ӑнлантӑр-и? Библире каланӑ пек, пӗлӗт ҫинех куҫатӑр. — Никам та ним те хӑтланмасть, арҫын пурришӗн килте нимех те хутшӑнмасть, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара — шанӑҫсӑр савӑт-сапа пекех, — хӑйӗннех ӗнентерме тӑрӑшрӗ купца. — Ну, аван! — терӗ, юлашкинчен Марья Николаевна. Ултӑ киревсӗр ҫын бак ҫинче салхуллӑн лараҫҫӗ. Ҫыран хӗрринче темӗнле пӗчӗкҫӗ ҫырма тинӗсе юхса кӗрекен вырӑнта икӗ шлюпка тӑраҫҫӗ, кашнин ҫинчех матрос ларать. Йӑлтах платниксем, чул ӗҫне ӗҫлекенсем, мужиксем, жулик таврашсем… Унӑн хушамачӗ урӑхла, — терӗ вӑл, вырӑнсӑр суеҫтернӗшӗн хӑйне хӑй сивлесе. Австралинче темӗнле кӑмӑл та лайӑхланать. Княжна мӗнле? э? — Эпе сирӗн патӑрта ҫӗр каҫма юлатӑп. Унтан Марат каллех калаҫма пуҫларӗ: — Симурден гражданин, Говэн ертсе пыракан ҫарта комиссар пулма килӗшетӗр-и? Ҫакӑ вара сирӗн шутӑрпа ирӗклӗх пулать-и? Ҫук, ку тӗрӗс мар, граждансем! Тепӗр кунне вӑл райком секретарьне хӑй патне кӗрсе тухма ыйтса ҫыру ҫырчӗ. Фома текенни вара, куҫ айне такам ҫапса кӑвакартса янӑскер, ҫыпӑҫакан кашни ҫынна ним шутламасӑр пысӑкран та пысӑк кружкӑпа эрех тултара-тултара парать. Эпӗ «хамӑн туйӑмсене пытарма» ҫеҫ мар, «курайман ҫынсем хам ҫинчен мӗн шутланине пӗлесшӗнех тӑрӑшас мар» текен сӑмахсене те тӗрӗслесе пӑхрӑм. Анчах кулакан Нестеренко ӑна тепӗр хут вӑйлӑн тӗксен, Давыдов урисене чарса тӑчӗ те кӑштах малалла ӳпӗнчӗ. Килнӗ пулсан та, хамӑрӑннисем пулма кирлех кунта; вӗсем, паллах, аманнӑ ҫынна пытарса усрӗҫ, мӗн пултарнӑ таран пулӑшӗҫ. Именсех именнӗ пулмалла ҫав эпӗ, мӗншӗн тесен хам темӗн каларӑм та, сассӑм ирӗксӗрех янраса тухрӗ, Катя та ман ҫине тӳрех куҫӑмран пӑхрӗ. — Пӑхатпӑр, — терӗ Дубков, кӳшелкке кӑларса тата хӑйӗн кӗске пӳрнисемпе унти вак укҫана питӗ тимлӗн хыпашласа. — Тавтапуҫ сана, Цветанчо! Унӑн ҫинҫе те ӑша пӳрнисем унӑн вырта пӗлмен ҫӳҫӗ ӑшне кӗрсе кайрӗҫ те ачашшӑн тӑрмалама тытӑнчӗҫ. Кайран вара аллине ҫеҫ ҫӗкле-ҫӗкле усрӗ. — Эпӗ хӑлата маларах хунӑ пулӑттӑм, — терӗ Буабертло. Вӑл чи илемлӗрех лаша ҫине утланса пынӑ. Тепӗр чухне манӑн пуҫа темле шухӑш та пырса кӗрет, хам та тӗлӗнсех каятӑп. — Пурте ҫавӑн пек ҫапӑҫсан вӑт! Эсӗ мана хӑваласа яратӑн-и?.. Канат чалӑшнинчен кит ҫӳле тухма мар, пачах урӑхла, тарӑнрах та тарӑнрах шыва чӑмса пынине пӗлме пулать. Ҫавӑнтанпа вара вӑл ашшӗне канлӗх паман, лешӗ вара ҫав мустанга тытакана нумай укҫа тӳлетӗп тесе хӑй хӗрне сӑмах пачӗ. — Caramba! Эпир ҫӗнтертӗмӗр. Бирюк ӑна хулпуҫҫинчен ярса илчӗ… Хӑрӑмланса пӗтиӗ ҫынсем шанмасӑртарах тӗксӗмленчӗҫ, салхуланчӗҫ, вуншар куҫ Павел питӗнчен тинкерсе, шухӑша кайса пӑхса тӑчӗ. — Утравсене Англин протекторачӗ туса хунӑ хыҫҫӑн, колонин губернаторӗ пулса тӑнӑ Гобсон капитан унӑн территорине тӑхӑр провинцине пайланӑ. Эпир виҫӗмкун куҫса килтӗмӗр… Санӑн канас пулать, унтан тата куҫусем ҫинчен тӗплӗн пӗлес пулать. Тепӗр икӗ эрнерен акӑлчансем Францире пулмалла. — Д. Ф., аялта ҫырни пур. — Памалла! тетӗн? — Савельич хытӑран хытӑ тарӑхса хирӗҫме пӑхать. — Санӑн ӗҫ нумай-и, Павел? Ҫук, чӑтаймастӑп. Тая фабрикӑран кашни кунах ҫӗрле тин тавӑрӑнать те, Мария Яковлевнӑпа шӑппӑн пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илсе, ҫывӑрма выртать. Вӑл шухӑша кайнӑ, тӗксӗмӗн пӑхать, ҫӗлӗкне антарса лартнӑ, ҫӑмламас ӗнсине пикенсех пилӗк пӳрнипе хыҫса тӑрать. Чӗлпӗрӗ те, лашан вӑрӑм хӳри те ҫавӑн пекех ӑнланмалла мар сывлӑшра ҫӗкленсе тӑнӑ. Унӑн сывӑ та тӗреклӗ ӳт-пӗвӗ тӳсеймесӗр йывӑр ӗҫ кӗтнӗ: ҫак ӗҫре каҫ тӗлне халтан кайса киленмелӗх мӗн пур мускулсем сурса ыратчӑр, ҫӗрле кӗтнӗ канӑҫпа пӗрле выртнӑ-выртман, тӗлӗк курмасӑр, лайӑх ҫывӑрма ырӑ ыйхӑ килтӗр. — Вӗсем Англин колонийӗсене ҫитмен, вӗсем пӗр паллӑсӑр ҫухалнӑ, апла пулсан, вӗсен шӑпи те манӑнни пекех пулнӑ тетӗп эпӗ, тӗрӗсрех каласан, вӗсем те туземецсен аллине тыткӑна ҫакланнӑ. Ҫакна пула ӗнтӗ ҫав икӗ ҫын хушшинче, вӑрттӑн тулсан та, пысӑк хирӗҫӳ пуҫланса кайнӑ. Тетӗшӗ, кресло ҫинче тапранкаласа, йӑмӑкӗ енне пӑхса илнӗ, унтан, пуҫне усса, лӑпкӑн, витӗмлӗн калаҫма пуҫланӑ:— Шухӑшлас пулать, — тенӗ вӑл, — мӗнле сӑлтавран тухать пурнӑҫпа килӗшменни?.. — Мӗн тума? — терӗ лешӗ, пӗтӗм вӑйне пухса. Питӗ те ансат туса лартни тата вӑл тӗссӗрленерех кайни ӑна пушшех палӑрмалла мар туса хунӑ. Ҫавӑнпа та карчӑк урӑх нимӗн те калас мар тенӗ, ӑшчикӗ хытӑ вӑрканипех вӑл яланхи ӗҫне тума пуҫланӑ. — Ҫырӑр, тархасшӑн, ҫырӑр, эпӗ кӗтетӗп! — тесе, хӗр пӑшӑлтатнине Алексей илтсе юлчӗ. Ҫавна та хӑв тӗллӗн тавҫӑрса илеймен. — Циммерманӗ тата? Пуртӑпа темиҫе лартсанах вӑл кисренсе тайӑлчӗ, вара, пӗрер ҫекунд хушши сывлӑшра тытӑнса тӑрсан, борт хыҫне кӗрӗслетсе анчӗ. Вӗсене тартмалла тӑвасси ҫинчен, — акӑ мӗн! Пӗлместӗп: ӑнланатӑр-ши эсир мана. Колхозра нимле ӗҫ те туман: пур ӗҫе те йӗпе-сапа кансӗрленӗ. Пӗр самантлӑха вӑл тӑрисем янӑравлӑн шӑхӑрттарса юрланине тимлесе итлерӗ, лере, инҫетре, сухаҫӑ плуг ҫине пӗшкӗнсе утнине тата вӑкӑрсемпе юнашар, такӑна-такӑна, суха касси тӑрӑх вӑкӑрсене хӑваласа пыракан ҫынна курчӗ, — кӑкӑр туллин, тарӑннӑн сывласа илчӗ: «Мӗнпур йывӑр ӗҫсене этемшӗн машина ӗҫлеме пуҫлӗ… Эпӗ мачта патне чупса пытӑм та, тивӗҫлӗ вӗрене туртса, ылханлӑ хура ялава антартӑм, унтан ӑна карап хыҫне, тинӗсе ывӑтрӑм. Служба ячӗпе — хӑюлӑхшӑн — тав тӑватӑп! — Вӗсен апат-ҫимӗҫӗ хӑйсен пур. Хӑнасем залӑн ҫурри тӗлне ҫитсен тин тӑна кӗнӗ пек пултӑм, урасене шаклаттарса илсе пуҫ тайрӑм та вӗсене кукамай хӑна пӳлӗмӗнче иккенне пӗлтертӗм. Валахина г-жа сӑнӗ мана питӗ килӗшрӗ, мӗншӗн тесен унӑн сӑнӗ хӑйӗн хӗрӗн, Соньӑн, сӑнӗпе нумай енчен пӗрешкеллине куртӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫамкине шӑлса хӑйпе хӑй савӑнса, вырӑнне ларсан, пурте ирӗклӗн сывласа ячӗҫ. Тӗлӗннипе пит хытӑ кӑшкӑрса ятӑм: вӗсем хӑраса ҫӗр ҫине сике-сике анчӗҫ, хӑшпӗрисем ҫавӑн чух ӳке-ӳке аманни ҫинчен те кайран кала-кала паратчӗҫ. Анчах ним иккӗленмелли те ҫук — кун пек асӑрхаттарусӑр та боцман сыхӑ тӑчӗ. Паганельпе Джон Мангльс ывӑннипе йӑлтах халран кайнӑ — вӗсем вунӑ миль ытлашшипех ҫул тунӑ. — Кӗрсем ӗнтӗ пӳрте. Отвёрткипе хӑвӑрт ӗҫлесе, Павел мачча ҫинчи розеткӑна улӑштарчӗ те купере тепӗр минутранах ҫутӑ пулса тӑчӗ. Вӗсем самантлӑха шӑпланчӗҫ. Мӗншӗн эсир ҫакӑнта, эпӗ — Отто Лиденброк, халӗ тӑракан ҫӗрте ҫук-ши! — тесе кӑшкӑрать. Павел та ман майлӑ пулса ӑна:— Эсӗ ашкӑнни ҫинчен пӗлсен, парать-ха сана каччу! — терӗ. — Туршӑн та таса, сударь. Ҫула тухнӑ малтанхи сехетсенче уншӑн пӑшӑрханакан Уэлдон миссис ӑна хӑй патне пӗр ҫирӗм хут та чӗнсе илчӗ пулӗ. Жирафсене страус тесе ӗнентерме хӑтланакан ҫынран мӗнех кӗтме май пур? Ну юрӗ! Варсенчен тухса тӑратчӗҫ, хӗвел аннӑ чухнехи сивӗ ҫутӑ пайӑркисем вӗсене юн тӗслӗ хӗретсе янӑччӗ. Октавист картусне илсе квартальнӑй умӗнче сулланкаласа тӑратчӗ, ӑнланса илмелле мар темскерле сӑмахсем кӑшкӑркаласа унпа тавлашатчӗ; унтан квартальнӑй ӑна кӑкӑрӗнчен тӗртсе ячӗ, лешӗ сулланса кайса ҫӗр ҫине ларчӗ; вара полицейски васкамасӑр кӗсъинчен кантра кӑларчӗ, вӑш кантрапа певчин унччен сурӑмӗ ҫинелле тытнӑ аллисене ҫыхса лартрӗ, квартальнӑйӗ пӑхса тӑракансене ҫиленсе кӑшкӑрма пуҫларӗ. — Чӑнах, ытла та сайра хутра курнӑҫатпӑр-ҫке, мӗн тесен те тахҫанхи юлташсем ӗнтӗ. Ҫамрӑк курӑкӑн, нӳрлӗ хура ҫӗрӗн ӳсӗртекен шӑрши кӗрет. — Эсӗ каялла таврӑннӑ! — терӗ Ганна ҫаврӑнса пӑхса; анчах хӑй умӗнче урӑх йӗкӗт тӑнине курсан, вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ман пуҫа усал шухӑш пырса кӗчӗ. — Калама кирлӗ мар пек те, — терӗ Ярцев. Апла камӑн куҫ хӑвачӗ тӗлӗнтернӗ-ха ӑна? Улпут ҫурчӗ патне ҫывхарсан, вӑл сад йывӑҫҫисем хушшипе тахшин, шурӑ платье тӑхӑннӑскер, вӗлтлетсе иртнине асӑрхарӗ. Вӑл ҫителӗксӗр халь, ҫамрӑк рабочисем тӗрӗс калаҫҫӗ! Ҫавӑн пек каланӑ хыҫҫӑн эпӗ уншӑн мӗн вырӑнне пулӑп вара? — Ҫук, ҫук, — терӗ вӑл. Арктикӑри тинӗссен евӗр пушлӑхӗ, ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр пушлӑхра пытанса тӑран аран-аран палӑракан ҫар карапне тупасси питӗ кансӗр ӗҫ. — Ну, анах, ан, чуптуса илӗпӗр. Унӑн чунӗ, ҫамрӑклӑхӑн чи ҫутӑ сӑрӗсемпе илемленнӗскер, пурӑнӑҫа паха шӳтсемпе, лайӑх юрӑсемпе, ҫынсен йӑлисемпе хӑнӑхӑвӗсенчен ҫивӗччӗн кулнипе, пурӑнӑҫ тӗрӗсмарлӑхӗсем ҫинчен хӑюллӑ сӑмахсем каланипе ҫутатса тӑратчӗ. Петя, тусӑм! Петя Уралец снарядсем патнелле ыткӑнчӗ. Ӗнер пусӑ патне Вера та пӗрремӗш хут пынӑччӗ… Ҫук! эпӗ халь калама ҫук телейлӗ. Хӑш чух ман корзинкӑра, булкӑсем айӗнче, кӗнекесем выртаҫҫӗ, манӑн вӗсене ҫын сисиччен вӑл е ку студентӑн аллине чиксе памалла, хӑш чух студентсем хӑйсем ман корзинкӑна кӗнекесемпе ҫырусем пытарса хураҫҫӗ. Хӑй ӑслӑ пулнипе вӑл Хохол калавӗсенчи тӗп шухӑшсене пуринчен малтан тавҫӑрса илет. — Ним вӑрҫмасӑр-тумасӑр ялтан пӑрахса кайрӗҫ. — Шӑпах ҫавӑ, ку тӑвӑн ҫӳллӗшӗ пилӗк пин фут; вӑл пӗтӗм утравра чи чаплӑ ту, унӑн кратерӗнче ҫӗр варрине илсе каякан ҫул пулсан, паллах ӗнтӗ, вӑл пӗтӗм тӗнчери чи паллӑ тусенчен пӗри пулма кирлӗ. Пурте Воропаев калаҫма пуҫласса кӗтеҫҫӗ. Чӗнмесӗр, сайра-хутра кӑна кӑшт-кашт калаҫкаласа, пирӗн ҫамрӑксем Федот патне ҫитрӗҫ. Томпа унӑн юлташӗсем хӑйсем капитана пулӑшма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Митрофана ҫӗр аллӑ ҫухрӑмра пурӑнакан улпут патне пахча-ҫимӗҫ тӑратма хушса хӑварчӗҫ; — Квартальнӑй мӗн ӗҫпе? Унӑн куҫӗ мӗнле йӑлтӑртатнине курса, амӑшӗ ҫак ҫын никама та нимӗн те каҫарас ҫуккине, каҫарма та пултарайманнине ӑнланать, вара, ҫав ҫирӗплӗх уншӑн йывӑррине туйса, Николая хӗрхенет. Пысӑк спаҫҫибӑ! Сӑмсине сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе именчӗклӗн шӑлкаласа илет те хӗвӗнчен ик ҫӑмарта кӑларать, ҫав хушӑра эпӗ ҫеккунтлӑха унӑн хӑмӑртарах ӳтне курса юлма ӗлкӗретеп, вара вӗсене сӗтел ҫине хурать. Калас пулать: тахҫан пӗр пӗчӗк пулӑшу тунӑшӑн донья Исидора мана пит ӑшӑ кӑмӑлпа тав турӗ. Утӑ ҫулас, тыр-пул пухса кӗрес кампание хатӗрленес ӗҫ ҫинчен ҫырнӑ сводка ҫине алӑ пусса, ӑна райӗҫтӑвкома юланутҫӑпа яма тесе, Андрей Разметнов ял Советне ирхине ирех пычӗ. Лар хӑвӑн горницунта. Кулянса ларакан кукамай ҫине пӑхсан, вӑл хӑй хуйхине юриех ӳстерсе кӑтартать текен шухӑш никам пуҫне те пырса кӗрес ҫук, унӑн хуйхи ҫав тери пысӑк тата ҫын чунне пырса тивет; анчах темшӗн-ҫке эпӗ Наталья Савишнӑна ытларах кӑмӑллатӑп тата ҫак уҫӑ кӑмӑллӑ Натальйӑсӑр пуҫне аннене чунтан-вартан тата таса юратупа урӑх никам та юратманнине халичченех ҫирӗп ӗненсе тӑратӑп. Вӗҫекен Утравӑн монархне пӑхӑнса тӑракан ҫак материк Бальнибарби, унӑн столици, эпӗ ун ҫинчен малта ҫеҫ асӑнтӑм, Лагадо ятлӑ. Ҫӗнӗ Зеланди — ытлашши пӗчӗк ҫӗршыв, ҫавӑнпа та ун ҫинче шыравсем тума та ытлашши йывӑрах пулман. Ҫывӑхри рынокрах вӑл какай, ҫу, пӗр ҫӑкӑр, ҫӗрулми, сухав илчӗ. Темиҫе петрушка ҫулҫи илме те манмарӗ. Ҫакна шутласан, вӑл пистолетне каллех чиксе хунӑ. Хӑйне хӑй хӑрушлӑха хӑварма вӑл ниепле те пултарайман. Нептунӑн икӗ спутник пур. Вӑл: аттене ҫухатни пысӑк инкек… тет, ну, кӑна эп хам та пӗлетӗп!.. Алексей калама ҫук савӑнса кайрӗ. Гленарванпа Роберт лашисем, ун пекех мар пулсан та, пурпӗрех малалла пыраҫҫӗ, вӗсем те, ахӑрнех, Таука пек пуласшӑн пулмалла. Сывӑ пул. — Ниушлӗ халичченех мирлешеҫҫӗ вара? — терӗ Гальцин вырӑсла, ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илсе, штабс-капитаншӑн пулсан ӗнтӗ ку: «Французла калаҫма йывӑртарах пулать пулас, сире, вырӑслах калаҫар мар-и луччӗ?..» тенӗнех туйӑнчӗ. Магазин алӑкне прикладсемпе ҫапса ҫӗмӗрсе кӑларчӗҫ. Магазина кӗрсе урама тухмалли алӑкӑн сӑлӑпне илсе пӑрахрӗҫ. Ун ҫине Леноре фрау, хуйхӑллӑн та ӳпкелешсе пулсан та, пӑхкалама пуҫларӗ, анчах паҫӑрхи пек ҫиллес те кураймасӑр мар; унтан вӑл Санина хӑй патне пыма ҫеҫ мар, хӑй ҫумне ларма та чармарӗ (Джемма тепӗр енче ларчӗ); унтан вӑл ӑна ӳпкелеме пуҫларӗ — пӑхнипе ҫеҫ мар, сӑмахӗсемпе те, ку ӗнтӗ ун чӗри кӑштах ҫемҫелнине пӗлтерчӗ; вӑл хытӑрах калаҫма пуҫларӗ, ун сӑмахӗсем ерипенех шӑпланса, ҫемҫелсе пычӗҫ; вӗсем е Санина, е хӗрне панӑ ыйтусемпе черетленсе пычӗҫ, унтан вӑл Санина хӑй аллине тытма ирӗк пачӗ, ҫийӗнчех каялла туртса илмерӗ… каллех йӗрсе ячӗ, анчах ку пачах та урӑх куҫҫуль пулчӗ… Унӑн сӑнӗ амӑшне килӗшрӗ, хӑй вӑл питех те мӑнкӑмӑллӑ пек туйӑнчӗ, куҫӗ йӑлкӑшмасӑр, сиввӗн пӑхрӗ. Аран-аран тумланчӗ вӑл, яшка тӑкса янӑ йӗмне, ҫурса пӑрахнӑ кӗпине улӑштарчӗ, анчах ытла та пӑлханнине, васканипе йӗм катӑкне тӳмелеме астумарӗ те. Вӑл мана яланах хӑй ҫинчен шухӑшлаттарса ҫӳретет, ҫине тӑрсах ӑна ӑнланса илес килет, анчах ҫавӑн пек тӑрӑшни усӑсӑр. Эсӗ мана ухмаха лартаймарӑн, ҫавӑнпа ҫырлахатӑп эпӗ, — асна ил-ха, эпир санпа туссем пулнӑччӗ-ҫке. «Ку пӳлӗм манӑн лакей валли пултӑр», — терӗ король. Тепӗр май каласан, ман валли ӗнтӗ. Партирен вӑл пуҫласа пулӑшу ыйтрӗ. Кабинетран тухнӑ чух Мересьев, пӑлханнипе, ӑна кӗтесре манса хӑварнӑ пулнӑ. — Хамӑр ҫын. — Ну, каҫарӑр… «Вазуза хӗрринче чух эпӗ асӑрхаттарнине манман вӑл!» кӑмӑллӑн киленсе шухӑшларӗ те генерал, кӗтмен ҫӗртенех, мӑйӑхне чӗтретсе, ыйту пачӗ: — Шипр? — Куратӑн-и? Августра мана хам экипажӑмпа Кӑнтӑр фронтӗнчи летчиксен ҫарне ячӗҫ. Ҫав минутран пуҫласа вара, палуба ҫинче Вавжонпа Марысьӑна тӗл пулсан, матрос яланах Марыся ҫине кӑмӑллӑн кулса пӑхать. — Сиввине! — хыттӑн кӑшкӑрса янӑ ачасем те. Мӗн канаш пама пӗлнӗ вӑл! Вӑл нимен те шарламанни йӑлӑхтарса ҫитернӗ пирки, эпӗ месерле выртрӑм та инҫетри ҫутӑ тӳпере пӑтранса пӗтнӗ ҫулҫӑсен ҫепӗҫ вӑййине пӑхса кӑмӑла пусӑрӑнтартӑм. Сентябрӗн 7-мӗшӗнче вӑл ҫурҫӗр енчен уҫӑ ҫил вӗрнӗ чух экватор урлӑ каҫса кайса, кӑнтӑр полушарине кӗчӗ. — Доктор чӗнтертӗм ун патне. Ҫаплах чӗнмест, иксӗмӗре ятлаҫинччӗ хӑть, начарлансах пырать, сӑн-пичӗ ҫав тери аван мар», — тесе пӗлтерет вӑл карчӑкне. — Кашни ватӑ ухмахран вӑтанма эп вун ултӑ ҫулта мар, хӗр те мар, — кӑмӑлсӑр ответлерӗ Лушка. — Гал-гал-гал-гал… — калаҫрӗ Мойсей Мойсеич. Яков Лукич Островнов савӑнса кӑна ҫӳрет. Капитан гасиенда тӑррине улӑхса, унта канӑҫлӑн сигара туртса тӑнӑ чухне ӗнтӗ ҫурҫӗр ҫитнӗ-мӗн. Хутор пушах, вӑл ыйӑхлӑ канӑҫпа тӗлӗрет. Эпӗ кунта пурӑнманнине управдом та пӗлет. — Аха-а! — тӑстарса каласа хучӗ Рыбин. Эсӗ ӑна шӑлпа, шӑлпа ҫыртса пӑх! Верӑна Пятигорскра курас ҫук тенӗ шухӑш ман чӗрене мӑлатукпа ҫапать. Ман ӗмӗрте мӗн чухлӗ лайӑх ҫын ним тулккӑсӑр пӗтнине аса илсен, хӑрушшӑн туйӑнса каять! — Ӗҫӗ ку йывӑр, эпӗ хам та ӑнланатӑп, эпир иккӗн кӑна; Хай «активист» кровачӗ ҫинче пӗҫҫине тӑратса выртать. Вӑл Морган тесе чӗнне ҫын, — ватӑ, кӑвакарнӑ, хӗвелпе пиҫнӗ моряк, чӑмламалли табакне кавлесе, ун патне парӑннӑ кӑмӑлпа пырса тӑчӗ. Ҫунакан вутран пӗчӗкленсех-пӗчӗкленсех пыракан икӗ хӗрлӗ куҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ. Тавлашмастӑп, хӑш чухне чӑнах та урама, урам лаптӑкӗсене те-ха, чӑхсемпе хурсем тухкалаҫҫӗ, эсир астӑвӑр: чӑхсемпе хурсем вӗт; анчах сыснасемпе качакасене урама кӑларма юраманни ҫинчен эпӗ пӗлтӗрех приказ панӑччӗ. Ку приказа эпӗ пӗтӗм халӑх умӗнче сасӑпа вуласа пама хушсаттӑм». Айта-ха, ывӑлӑм, алӑк хыҫне пытанар та, Биллине сюрприз туса кӑтартар, савӑнтарар Биллине, турӑ пиллетӗрех ӑна! — терӗ. Горевӑна замока пӑхса тухма тата вӑл Америка ҫарӗнчен килнӗ хӑнасене кӗтсе илме юрӑхлипе юрӑхлӑ маррине пӗлме хушрӗҫ. — Юрату, мӗскер юрату пур унта? — тесе мӑкӑртатать Капендюхин, вӑтанса кайса. Корчагина тавӑрас тесе, часах вӑл хӑйӗн станокне шӑп унӑн чӳречи умне пырса лартрӗ. Пӑтисене ҫилӗллӗн ҫапа-ҫапа кӗртсе, вӑл чунне килентерет. Эсӗ ҫаплах виҫсе та планласа ларатӑн. Хӑй мӗн хӑтланни ҫинчен шухӑшларӗ-ши, е эрех пуҫа кайнипе киленсе кӑна ларчӗ-ши, — пӗлес ҫук ӑна! Ӗҫ укҫи илместпӗр эпир, хырӑм тӑрантаратпӑр та ҫывӑрма выртатпӑр. — Ну, мӗнле эс, авланатӑн-и? — ыйтрӗ Оленин, хавассӑн ӑна хирӗҫ тухса. Ӗҫпе, район шырама кайрӗ, часах таврӑнмасть. Эпӗ ӑнланса ҫитрӗм ӗнтӗ: турӑ иккӗ вӑл, ҫылӑха кӗнӗ мӗскӗн ҫынна тӑлӑх арӑмӑн турри мӗнле те пулин каҫарӗ, Уотсон мисс туррин аллине лексен, ҫӑлӑнӑҫ ан кӗт. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та лӑплансах ҫитеймен вӑл. Тӑшман хӗсме тытӑнсан хӑйӗн полкӗ кӑнтӑрлаччен те пулин тытӑнса тӑма пултарасса ӗненме тӑрӑшнӑ вӑл, анчах, хӑйне хӑй темле хистесен те, ӗненме пултарайман. Тытӑнса тӑма пултарсан та — малалла мӗн пулӗ-ши? Тул ҫутӑлнӑ чух Волошин майор вырӑн ҫине пырса выртрӗ, китель тӳмисене вӗҫертрӗ, ҫӑмлӑ кӑкӑрне ывӑҫ тупанӗпе сӑтӑркаларӗ. Бекки кӑшт кулса илнӗ. Унтан, аллисене ҫирӗппӗн те тӗплӗн шӑлса, калаҫма тытӑнчӗ: — Эс, аннеҫӗм, вӗсене ху хӑранине кӑтартсан, вӗсем ҫапла шухӑшлама пултараҫҫӗ: вӑл ҫав тери чӗтрет пулсан, ку ҫуртра мӗн те пулин пурах, тейӗҫ. Унӑн ҫыртса татнӑ аялти тути хӗрринчен янахӗ ҫинелле икӗ йӗр пулса юн юхнӑ. Унтан атте сывах иккенне, аннене ун патне кӗртменнине пӗлтӗм. Пуп васкаса сыптарчӗ ӑна, хӑй питӗ кӑмӑлсӑр, питӗ усал тухса кайрӗ. Челкаш, Гаврила кӑмӑлне хӑпартас, лӑплантарас тесе, ӑна юри ял ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн. Упӑшки халичченех тӗксӗмрех хӳтлӗхре пурӑннине Варвара аран-аран тӳскеленӗ, анчах халӗ вӑл упӑшкине ыттисенчен ытларах ӗҫлеме тивнипе те килӗшме пултараймасть. Куҫхӑрпахне ҫӗклерӗ, асаплӑн тӑрса ларчӗ те пичӗ ҫине ҫыпӑҫнӑ ӑвӑс ҫулҫисене шӑлса тасатрӗ… Вӑл пӗтӗмпех вӗресе тӑракан ҫилӗпе тулса ҫитрӗ, сасси вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе амӑшне хӑратсах ячӗ. Масар ҫинчен таврӑннӑ чухне тетӗшӗпе юнашар утса пырса, вӑл ӑна:— Пирӗн хамӑрӑн ҫӑва тӑвас пулать, атту вилсен ку ҫынсемпе пӗрле выртма та йӗрӗнчӗклӗ, — терӗ. Ҫав тери хӑвӑрт, кӗрхи пӑтранчӑк шыв сӑрт ҫинчен юхса аннӑ пек, иртсе кайрӗ ҫулталӑк; пурнӑҫра ытлашши нимӗнле улшӑну та пулмарӗ, пӗр Ульяна Баймаковӑн ҫӳҫӗсем кӑна кӑвакарса кайрӗҫ, тӑнлавӗсем ҫинче хӑй ватӑлнине систерекен пӗркеленчӗксем палӑрчӗҫ. Кунта сом йышши вӗтӗ пулӑ ӗрчет, туземецсем вӗсене ҫатан пӳлмексем ӑшне хупӑрласа кӗртсе хисепсӗр нумай тытаҫҫӗ, каравана сутаҫҫӗ. Валеҫесшӗн! Мӗн пурри йӑлкӑшать, икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫурт стенисем капмаррӑн ҫӗкленеҫҫӗ, пур енчен те аслати кӗмсӗртетнӗн ут таканӗсемпе урапа сассисем илтӗнеҫҫӗ; ҫӗр айӗнчен тухса ҫӗкленнӗ пек, кашни утӑмрах ҫуртсем ҫитӗне-ҫитӗне лараҫҫӗ, кӗперсем кисренеҫҫӗ; каретӑсем вӗҫнӗ пек ирте-ирте каяҫҫӗ; извозчиксем, форейторсем кӑшкӑрашаҫҫӗ; ӑҫта пӑхнӑ унтах пиншер ҫуна вӗҫсе иртет, вӗсен айӗнче юр шӑхӑрса выртать; ҫуран ҫӳрекеннисем пӳртсем ҫумне хӗсӗнеҫҫӗ, чӑкраш унта. Пӳрчӗсем ҫине ҫу тултарнӑ чӳлмексем лартса тухнӑ, ялкӑшса ҫунаҫҫӗ вӗсем: стенасем ҫинче ҫынсен пысӑк мӗлкисем вӗлтлеткелесе илеҫҫӗ, пӳрт тӑррисемпе трубасем патне ҫитиех кармашаҫҫӗ вӗсем. Ӑна хирӗҫ тепӗр сас, хурлӑхлӑ сас, мулкач сасси пек йӑвашшӑн йынӑшать… Ҫӗр пек туйӑнаканни вырӑнтан куҫрӗ, сарӑлса кайса, пӗр йӗрсӗр ҫухалчӗ. — Тӗрӗс, усси ҫук! Ҫӑрттан мучи йывӑррӑн сывласа, сӑх-сӑхса илчӗ: — Ҫывӑрса кайнӑ пулӑттӑм та, Ҫёмушка, куҫ умӗнче шиклӗх тӑрать вӗт. — Ывӑнчӗ карчӑк, — тет кукамай, — киле кайма вӑхӑт ҫитнӗ! Ҫавӑнпа та, ҫак самантра часрах истребитель ҫине куҫса ларас килсен те, халӗ ҫӗршывӑн чи лайӑх ҫар ҫыннисем чунтан-чӗререн туртӑннӑ ҫӗре — Атӑл ҫинчи чаплӑ хула патне ҫав тери каяс килнӗ пулсан та, унӑн тӳсӗмлӗн, ҫине тӑрса, пур енчен те тӗплӗн тренировка тумалла. Сида тӑпра муклашкисемпе пенӗшӗн хӑйне хытӑ пӑскӑртнӑшӑн Том кӑшт та хурланман пекех туйӑнчӗ. Тутине ҫыртса, Микель тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ. Тен, ун виллине ӑмӑрт кайӑксем сӑхма та тытӑннӑ пуль. — Ҫа-апла, — терӗ кукаҫей, эпӗ мӗн хӑтланнисене тӗллесе пӑхса, — вӑт вӑл мӗнле? — Анчах эпӗ сире шантарсах калатӑп: эпӗ хама хам сывах тесе шутлатӑп. — Епле вирлӗ ҫунать, э? Дубцов, Давыдова систермесӗр, ыттисене куҫ хӗсрӗ те, пурте вӑкӑрсем кӳлме тӑрса утрӗҫ. Кондитер хӗрӗ! Ҫак самантрах кратер ҫӑварне хупӑрланӑ ҫӳхе ҫӗр ҫийӗ те аялтан тапса тӑракан вӑя парӑнчӗ. Анчах та ку сурансем — пысӑк сурансемех пулнӑ-мӗн. Вӗсем питӗ вӑрахӑн тӳрленсе пынӑ, урисем халӗ те гипс ӑшӗнчех пулнӑ-ха. Вӑл тӳрленесси пирки нимӗнле иккӗленӳ те пулман пулсан та, майор хӑйне ҫав тери нумай чӑрмантарнӑ «ылханлӑ ҫаврашкасене» пӗрехмай тӗрлӗрен тӗслӗ сӑмахсемпе вӑрҫма чарӑнман. Вӗсем ҫав пӑшӑрханса ирттернӗ каҫ хыҫҫӑн тепӗр уйӑх иртсен тин пычӗҫ. Эп ӑна пачах чӗнтерес теместӗп, чӗнтересшӗн те мар, — терӗ вӑл. Ӑҫта? Пӑхатӑп — отряд умӗнче хорунжий Галяндович пан пырать. Анчах вӑл мана пурин ҫинчен те аса илтересшӗнччӗ пулӗ. Ҫынсем ун ҫине вӑл пӗр-пӗр фокус е паттӑр ӗҫ тӑвасса кӗтнӗ пек пӑхаҫҫӗ; фокусах кӗтеҫҫӗ пулӗ. Ҫылӑх каҫарттарассинчен хӑраса хама-хам ҫав тери хытарса хӑтлантӑм, анчах пурте хӑрамалла мар, интереслӗ те мар пулса тухрӗ. Малалла ку шухӑшра Почай лаврине вайпа парӑнтарайманнине пула турккӑсем чеелӗхпе ҫавӑрса илме шут тытни ҫинчен каласа панӑ. Троцкийӗн «большевизмӗ» ҫинчен ватӑ большевиксем калатчӑр, Троцкий большевиксене хирӗҫ кӗрешнин историне, вӑл пӗр лагерьтен тепӗр лагере куҫса ҫӳренин историне ҫамрӑксене пӗлтермеллех. Е шуйттан манран мӑшкӑласа кулать-ши? Татариновсем кӑнтӑрла хӑнасем пырасса кӗтетчӗҫ. Ҫӗр айне пытарнӑ мул пекех, алла лекесшӗн мар. Вӗсем ҫак ӑсталӑха мӗн ҫамрӑкранпах вӗренеҫҫӗ, хӑйсене чаплӑ йӑхран е нумай вӗреннӗ ҫынсем тесе шутлама ҫук. — Сире шанатӑп эпӗ, Айртон, — терӗ вара Гленарван. Пӑртак тӑрсан, иккӗмӗш юланучӗ те курӑнми пулнӑ тата лӑпах ун умӗн каяканӗ куҫран ҫухалнӑ ҫӗреллех кӗрсе ҫухалнӑ. Курса тӑраканнисем ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Блиндажра пӑчӑ, сывлама йывӑр. Тумтир шӑрши те, чӗрӗ тӑпрапа лӑсӑ тата ҫӗрме пуҫланӑ улӑм шӑршисем те капланнӑ кунта. Анчах хавхалантарни хыҫҫӑн каймасан тата усал пулмасан, эпӗ синьора Грассини пекех кичем пулатӑп вӗт. Бенедикт пичче те, кӑткӑсем йӑвине пӑрахса кайнинчен питех те тӗлӗннӗскер, ҫак ыйтупах пуҫне ҫӗмӗрчӗ. Часах вара вӗсем нумаях пулмасть кайнине пӗлчӗ. — Кашни каҫах эпир хуласем ҫывӑхӗнчен ишсе иртетпӗр; вӗсенчен хӑш-пӗрисем тӗттӗм ҫырансем ҫинче, ҫӳлте лараҫҫӗ; вӗсен тӗлӗнче ҫутӑ шевли ҫеҫ вылянса тӑрать — ҫурчӗсем те, урӑххи те нимӗн курӑнмасть. — Урӑх мӗн тӑвӑн ӗнтӗ? — терӗ Ерофей Кузьмич, валеҫес тенине хирӗҫ сӑмах калакан пулмарӗ пулин те. — Мӗншӗн ун пек тӑватӑн-ха эсӗ, Паша? — тесе илчӗ вӑл. — Каях, каях, ачам, ҫав тӑшмансем ҫине! Ҫине тӑрса хӑваласа пынӑ ҫӗрте вӑл хӑйӗн хытӑ каякан лашине хӗрхенмест — пушӑпа, шпорӑсемпе тата чӗлпӗрне туртса ӑна ним шеллемесӗр хӑвалать. — Шурлӑхри язычниксем, — тесе мӑкӑртататчӗ приказчик. Ҫак вӑхӑталла урамра тӗттӗм пулса ҫитрӗ, Аркадий Павлыч сӗтел ҫинчен пуҫтарса кайма тата утӑ илсе килме хушрӗ. — Ҫук, мӗскер эпӗ? Тутисем унӑн кӑштах тӑрӑхланӑ пек кулкаласа пӑхаҫҫӗ. Кӗперсене ҫӗмӗрсе пӗтернӗ… паллах ӗнтӗ, Хӗрлӗ Ҫар ҫӗмӗрсе хӑварнӑ. Вӑйӑ карти тытса чарма ҫук ҫаврӑна пуҫларӗ. Вӑл Петра хӑй патне тӗпӗр кунне кӑшт ҫутӑлсанах питӗ кирлӗ ӗҫ пирки пыма хушрӗ; — Хӑналарӗҫ, майор юлташ, анчах эпӗ тав турӑм та, ҫӑвара та илмерӗм, — тӳррӗн ответлерӗ водитель. Матвей Юргинӑн взвочӗ сайралса юлнӑ ҫынсем хушшинелле кӗрсе кайрӗ. — Пултаратӑп, — тенӗ те ӑна хирӗҫ кӗрӳшӗ, каҫхи апат ҫинӗ чух хӑй ӗҫме те самаях пултарнине кӑтартса панӑ. Хӑй ҫутӑр! — Анчах та, чимӗр-ха, — калаҫма пуҫларӗ Николай Петрович. Манӑн халь пӗр пус укҫа та ҫук. — Сотскисем! Илсе кайӑр ӑна! Хӑранипе шурса илемсӗрленсе кайнӑ хӗр сӑнӗ тепӗр хут курӑнчӗ, татах икӗ черет бомба ӳксе ҫурӑлнӑ хушӑра, хӗр хӑраса та шӑппӑн:— Савнӑ ҫыннӑм!.. Кӗҫӗн врач кол. ас. Знойко кӑтартӑвне ҫакӑн ҫумне хушса яратӑп. — Пыр, хӗрӗм, ӑсса пар ҫавсене, — терӗ Улита кинеми, хӗрӗ еннелле ҫаврӑнса. Ун вӑхӑтӗнче тесен-тӗк, эпир пурӗ те чакаланса ларассипе ҫех аппаланнӑ. Виҫӗмкунхине вӑл Ирландин ешӗл ҫыранӗнчен пӑрӑнса иртнӗ те уҫӑ океана тухнӑ. Совет влаҫӗ кушаксене пӗтермелли саккун кӑларчӗ-им-мӗн? Томӑн та ҫавнашкалах. Вӑл куҫӗсемпе тарӑхса пӑхнӑ. Виҫ-тӑватӑ кун иртсен хам тухса каяс умӗн Географически обществӑн пухӑвӗнче «Св. Мария» епле ишни ҫинчен пысӑк доклад тумаллаччӗ. — Вӑл сире темӗнле килхуҫи хӗрарӑмӗ ҫинчен ҫырать тетӗр эсир… Хӑй тавра ҫаврӑнкалакан ачасенчен хӑшин те пулин ҫара урине таптас мар тесе сыхланкаласа пусса, тӑкӑрлӑкран утса тухсанах, Чебаковсен крыльци ҫине карчӑк, Ерофей амӑшӗ, тухса тӑчӗ. Портрет куҫӗсем чӑнах та хӑйсен чӗрӗлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ, анчах художник халь вӗсенче хӑрамалли ним те тупаймарӗ; чӗрере ҫеҫ ӑнланса илмелле мар сивлек туйӑм сисӗнсе тӑчӗ. Вара эпӗ хам ҫулпа кайса, ӑна хӑйӗн хӗресне йӑтса пыма хӑвартӑм. Линейкӑсем ҫинче ӑшӑтма тытӑннӑ моторсем кӗрленӗ, «полярнӑй» кӑмакасенчен вут-ҫулӑм сирпӗннӗ, техниксем, винтсене ҫавӑрса ярса, вӗсенчен ҫӗленрен хӑранӑ пек айӑккалла сикнӗ. — Тупӑр. — Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле аван виски шӑршине шӑршласа пӑхсан кам тӳссе тӑма пултарӗ! Вӑл пӗр кивӗ те тусса пӗтнӗ лобогрейкӑна, пӗрлештериччен Антип Грачӑн пулнӑскерне, уйрӑмах тӗплӗ пӑхма пуҫласан, Шалыйӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вӑл ҫавӑнтах кӳренме пӑрахрӗ. Пӗр кун кая юлсан авантарах, анчах ҫулӗ ҫинче вӑл-ку таврашӗ ан пултӑр. Пушӑ хирте пӗр пӗччен тӑрса, эпӗ хамӑн юратнӑ ачана пытарнӑ юнпа пӗвеннӗ ҫӗр ҫинчен тискер те пушӑ тӳпе ҫине пӑхатӑп. Эпир ку ӑнсӑртран килсе тухнӑ майпа усӑ курӑпӑр. Анчах приказӗсем унӑн, Суворов евӗр, кӗскен те уҫӑмлӑн ҫырнӑскерсем, кунтан та анлӑрах палӑрса тӑратчӗҫ. Никампа та сывпуллашмарӗ, Ванюшӑна ярса, хуҫисене укҫа тӳлесе татӑлчӗ те полк тӑракан крепоҫе кайма пуҫтарӑнчӗ. Киле хӑвӑн Ненҫи патне, хӑвӑн сысна ҫурисем патне кай та манран хыпарсем пырассине кӗт,— Юрӗ, эсӗ калашле пултӑр. Ерофей Кузьмичшӑн пит хытӑ шухӑшламалли вӑхӑт килсе ҫитнӗ. Залра тӑвӑл ҫӗкленсе кайрӗ. Анчах мотор сасси хӑрушла улшӑнчӗ ӗнтӗ. Император шантарса каланӑ тӑрӑх, ҫапла тумасан, хам ҫуралнӑ ҫӗршыв ҫыннисем, голландецсем, эпӗ вӗсен йӑлине туманнине пӗлсен, ҫул ҫинче манӑн пыра та касса татма пултараҫҫӗ. Ӑна вӑл пилӗк пая пайлать: унта виноградниксен зони, лавр йывӑҫҫисем, хыр йывӑҫҫисем, альп ҫаранӗсем тата нимӗн те ӳсмен вырӑнсен зони пур, тет. Акӑ Магеллана тахҫан малтан хӑратнӑ хайхи инкек те ҫитсе тӑрать: матроссем чӗнрен явнӑ карап каначӗсене ҫие пуҫланӑ! Тӑхтӑр-ха, — курӑр акӑ. Кураймастӑп сире, кураймастӑп, кураймастӑп! Вӑл каллех хытӑ макӑрса яче те пӳлӗмрен чупса тухрӗ. Ҫавӑн пек пурӑнма пулать-и, лайӑх-и вара? — Ӑна эпир икӗ сӑлтава пула суйласа илтӗмӗр: пӗр енчен каласан, саккуна хирӗҫҫи унта нимӗн те ҫук, чорбаджисем «шанчӑклӑрах» япала пултӑр терӗҫ, тата ӑна пурте вуланӑ, сцена ҫинче мӗнле иккенне курасшӑн. Эмексиз тӳрӗрех тӑчӗ. Унтан ватӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ хӗрарӑм врач ман чӗрене итлерӗ те ҫурӑм тӑрӑх та кӑкӑр тӑрӑх пӳрнисемпе шаккаса пӑхма пуҫларӗ. Ку ҫаран тӑрӑх вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫ историне сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗпе чупкаласа ҫӳренӗ ҫулсенчен пуҫласа унта хӑракаласа, хӑвӑрттӑн чупса пыракан хура куҫхаршиллӗ козачкӑна кӗтсе тӑнӑ ҫулсем таранах аса илме пултараҫҫӗ. Ҫынни йӗнер ҫинче чиперех, тӳп-тӳрӗ тӑрать, ӗмӗрне те ӳсӗр пулман тейӗн, унтан пӑхатӑп та: вӑл ҫийӗнчи ҫи-пуҫне хыва-хыва хӑйӑр ҫинелле ывӑтать. Вӑл тирпейсӗррӗн сулланкаласа уксахла-уксахла, сике-сике таракан кайӑка хӑвалать, вӑл ӑна чулпа перет, вӑхӑтран вӑхӑта хӑйӑлтатакан сассипе кӑшкӑра-кӑшкӑра ярать. Кашни ӳкмессеренех вӑл пӗтӗм вӑйне пухса ура ҫине салхуллӑн тӑрать, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫласанах куҫӗсене сӑтӑркалама тытӑнать. Кай-ха эс кунтан ҫӑва патне! — Рабочи! — терӗ Андрей. Ҫыруне денщикне пачӗ, хӑй садри сукмак тӑрӑх урама тухмалли алӑк патнелле утрӗ. Вӗсем унӑн аллисене тытса чӑмӑртаҫҫӗ, Гарри Гранта ҫӑлса кӑларасси пӗтӗмӗшпех ҫак ҫынпа тӗл пулнинчен килет тейӗн. Кирек мӗн тусан та, вӗсене пурте ал майлӑ, кирек кампа утсан та, вӗсем ялан харӑс, килӗшӳллӗ пусса утаҫҫӗ. Ҫакӑн пек плана вӗсем Дейко пӗлтернипе туса йышӑнчӗҫ: жандармсем ытла ир хускаласшӑн иккен, автан иккӗмӗш хут авӑтнӑ вӑхӑталла, вӗсем Клисурӑна тухса каясшӑн: питӗ васкаҫҫӗ имӗш, ҫутӑличчен тахҫан малтан хӑйсене вӑратма хушнӑ, тет. Назарка, типшӗмрех те пӗчӗк пӳллӗскер, Лукашкӑран чылай начар тумланнӑ. Алексей хуллен силленекен носилка ҫинче куҫне уҫрӗ те хӑй тавра палланӑ ҫынсем тӑнине курчӗ. Ун чух ҫатӑрах чӗпӗтекен шартлама сивӗсем тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа тин пӑруланӑ пӑру амӑшӗ ҫуласа тасатичченех шӑнса вилме пултарнӑ… Кам йӗри-тавра чап сарнӑ? Тахҫан кунта пит ҫӳллӗ хӑйӑр сӑрчӗ пулнӑ, халь вӑл ҫыран хӗррипе танлашнӑ ӗнтӗ. — Вӑл Умрихина пӳрнипе те юнаса илчӗ, лешӗ вара, курпунне кӑларса, хӑй вырӑнне ыткӑнчӗ. Ветчина, тӑварланӑ какай касӑкӗсем, сысна ашӗ, пудинг, урпапа сӗлӗ ҫӑнӑхӗсенчен пӗҫернӗ тутлӑ кукӑльсем, пит тутлӑ чей, вискисем, темиҫе бутылка портвейн — акӑ мӗнсенчен пулчӗ ҫав чаплӑ апат. Доктор тухса кайрӗ. Фазансене илсе, вӗсем малалла утрӗҫ. Пурте хваттерелле чупаҫҫӗ, хӑшӗсем ҫара пуҫӑнах. Кунта персик, груша йывӑҫҫисем, панулми, фиг, апельсин, лимон йывӑҫҫисем тата юман та пур. Кам ку? — тет. Вӗсем лайӑх ҫынсем. Вӗсем ман ҫурт ҫумне туса лартнӑ пурӑнма пит канлӗ пӗчӗк бараксенче хӑйсен ҫемйисемпе пурӑнатчӗҫ. Вӗсем мана ирпе, кӑнтӑрла тата каҫхине ҫиме икшер блюда апат хатӗрлесе паратчӗҫ. — Мӗншӗн тесен… тути ҫинче амӑш сӗчӗ типеймен-ха. Чӑннипе кусем король те, герцог та марри ҫинчен Джима каланинчен усси пур-и-ха? Любишкин Демкӑна хирӗҫ хуравламарӗ, лаши ҫинчен сиксе анчӗ те чӗлпӗрне пӗчӗк карлӑкран яваласа ҫыхрӗ, сиввӗн ҫапла ыйтрӗ: — Давыдов кунта-и? Ну, леш хӗрарӑм… ба! Ҫак сӑмахсемпе вӑл Остин патне пычӗ те, лаша илекен усламҫӑ пек, ун хулпуҫҫисене, кӑкӑрне, аллисене тытса пӑхрӗ, унтан шӑлӗсене пӑхма Остина ҫӑварне уҫтарасшӑн пулчӗ. Паллах, эпӗ пурне те питӗ лайӑх пӗлетӗп, ҫак чаплӑ ята тивӗҫлӗ пулма хамӑн мӗн ҫитменнине ҫав тери лайӑх пӗлетӗп… ытла та сахал хатӗрленнӗ тесе каласшӑн эпӗ; анчах ют патшалӑха кайса килме ирӗк илесси ҫине шанатӑп; кирлӗ пулсан, унта виҫ-тӑватӑ ҫул пурӑнатӑп та вара… — Манпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашатӑн-и, Евгений? — терӗ хӑюллӑн Аркадий: — санӑн вара ман валли урӑх сӑмахсем те ҫук-и? Ҫамрӑк чухне ытла та шухӑшламасӑр качча илнӗ капӑр тумлӑ хӑрӑк пукане литераторсен пысӑк ушкӑнне пухакан хуҫа пулма юрӑхлӑ пулман, ҫавӑнпа Грассини ытла та хурланнӑ. Сулахай ҫыранта ҫӑра, ҫын ури пусса курман вӑрман. — Мӗншӗн юрамасть? Хӑлхана стена ҫумӗпе шутаркаласа ҫӳресе, сасӑ вӑйлӑнрах илтӗнекен пӗр вырӑн тупрӑм. — Ну, кӗтнӗ пултӑр! — «Ӗненетӗп!» тет килнӗ ҫынни. «Святой троицӑна та ӗненетӗн-и?» Августа! — Ҫавӑн пек ҫав, ку ырӑ ӗҫ пулман ӗнтӗ, сирӗн преосвященство, анчах юлташӗсем уншӑн ҫав укҫана ҫийӗнчех тӳленӗ те ҫапла вара ӗҫе майлаштарнӑ. Вӑл лайӑх ҫемьерен, унтанпа вӑл хӑйне калама ҫук лайӑх тытать. Ситников: Авдотья Никитишна килте-и? — тесе ыйтрӗ. Тен, вӑл пирӗн пата эпир хулана таврӑничченех ҫӳренӗ-тӗр: ӑна пирӗн кӳршӗ-арӑмсем пурте пӗлетчӗҫ, Сковородниковпа Даша инке унтан тем пирки кулма та пуҫланӑ иккен. Элена сӑмах патӑм эпӗ, унпа пӗрле тинӗс ҫинче хавхаланса ҫӳрӗпӗр тесе каларӑм, халӗ ҫав сӑмаха пурӑнӑҫа кӗртессине туятӑп. Миҫен пурӑнатӑр эсир? Пуҫне хучӗ вӗт вӑл, — терӗ доктор сасартӑк; халӗ эпӗ те ӑна пӗтӗмпех каласа пама пултаратӑп пек шанса, куҫлӑхӗ айӗнче ун куҫӗсем куҫҫульпе ҫуталчӗҫ. Вара Бовцюг чунӗ таҫта ҫӳле, тахҫан вилнӗ ваттисене вырӑс ҫӗрӗнче мӗнле ҫапӑҫма пӗлни ҫинчен, тата, кунтан та ытларах, унта таса ӗненӳшӗн мӗнле вилме пӗлни ҫинчен каласа пама вӗҫсе кайрӗ. Урӑхла каласан, ҫыхӑр! Юлашки минутра аса илчӗ: кӗсъинче револьвер пур. Вӗсенчен кирек хӑшӗ те, мана курсанах, ман мӑя пӑрса татмасть-и вара? Настоятель кайран вӑрҫрӗ мана: «Мӗн эсӗ ҫавӑн пек нимӗнле юрӑхсӑр, ӑссӑр сӑмах персе ятӑн?» — терӗ. — Эпӗ унӑн кровачӗпе сӗтелӗ ҫине ҫилӗллӗн пӑха-пӑха, ҫур сехете яхӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмре кӗтрӗм. — Юрӗ. Аҫа-ҫиҫӗме хирӗҫ — аҫа-ҫиҫӗм. — Ҫапла, вӗсем судно яма килӗшмерӗҫ. Базаров ун патне пӗшкӗнчӗ. Сулахайра — тарӑн вар. Халь те вӗт йӑрансем ҫӗрӗн вунӑ процентне йышӑнса выртаҫҫӗ. Эсӗ аннӳна апла ҫӑва патне яратӑн-и, сукин сын! Мӗншӗн ун пекех ҫилентӗн? илтсеччӗ эпир, эс пирӗн енче пур ҫӗрте те крепостьсем тума хушнӑ тенине; кайран та илтрӗмӗр тата: пирӗннисене эс карабинер туса хурасшӑн, тет; халь ак тата темӗн те пӗр калаҫни илтӗнет. Анчах та вӗсене эпӗ кам пулнине никам та ӑнлантарса памарӗ, вӗсем вара хытӑран хытӑ кӑшкӑрма пуҫларӗҫ. Унӑн сӑн-пичӗ сиккеленсе илчӗ, куҫӗнчен пӗрин хыҫҫӑн тепри шултра та йывӑр куҫҫуль тумламӗсем юхса анчӗҫ. Ҫапла калаҫнӑ май Паганель Чили ҫӗршывӗпе Аргентина провинцисен карттине сӗтел ҫине сарса хучӗ. Ҫамрӑк манаха хаяр наказани кӗтсе тӑнӑ. Чӳрече патне пырса пӑхас мар-ши?» — тесе шухӑшларӗ курсант. Вӑл хӳме тӑррине тепӗр хут пӑхса илчӗ те пӑнтӑхнӑ кӑмпа шӑрши перекен кӗтесрен тухрӗ. Нимӗнле калаҫу та, дискусси таврашӗ те пулма пултараймасть! Выльӑх-чӗрлӗхе шӑлпа та, аллусемпе те ҫатӑрласах тытса тӑр. Ҫураки планне пурнӑҫламасан — пуҫна пӑрса татса илетпӗр! Акӑ вӑл ура айӗнчех ӗнтӗ, халь Уйӑха сӑнас тесен, карапӑн варрине куҫса, каюта ҫурринче вырнаҫнӑ иллюминатортан пӑхмалла. Ҫав енче хурахсем пурри палӑрса, таврари халӑх сехрине хӑпартса пӗтернӗ. Хӑюллӑрах яра пар, Серёжа! — Ҫак утрав ҫинче, пиртен пуҫне, никам та Дарби ҫинчен илтмен, пирӗнсӗр пуҫне, никам та, — мӑкӑртатрӗ вӑл, ҫухалса кайнӑ сасӑпа. Кимӗ патне эпӗ курӑк тӑрӑх ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа йӗр пулмарӗ. — Эпӗ хам та турӑ умне ҫӑмӑлпах тӑрас ҫук… Касторнӑй патӗнче контузи пулнӑ… Вӑл пирус тӗпне хӑвӑрт-хӑвӑрт ӗмсе туртса пӗтерме тытӑнчӗ, Алексей самолёт патне васкарӗ. — Хуллентерех, ачасем, — терӗ те Ларионыч, вӑл та ӗҫлеме пӑрахса, Ситанов сӗтелли патне, эпӗ вуланӑ ҫӗре пырса тӑчӗ. Кирек мӗнле пулсан та, урӑхла тума май килмерӗ. Фабрикӑна илсе ҫӳрерӗм — тав турра! Унсӑр пуҫне, унта, форт патӗнче тӗрлӗрен халӑх та нумай, пурте сире кӗтсе тӑраҫҫӗ. Кичемлӗх иккенне вӑл ӑнланнӑ. Ҫав тӗлтен пуҫласа пирӗн ҫул пыма меллӗ те ҫӑмӑл пулчӗ, анчах пӗрре та урӑхланмасӑр пӗр евӗрлӗ пычӗ. Старик ӑна чарса тӑма шутламарӗ. Чӑн ӗнтӗ, авалхи кӗнекесенче ун пек сӑмахсем ҫук… Хут пӗлетӗп-и эпӗ? Эпӗ унпа урӑх тӳссе лараймарӑм, хуллен тӑтӑм. — Эсир киле-и? — терӗ Санин улшӑннӑ сассипе. Сывӑ пулӑр…» «Кӑмӑл тусам-и ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, ахаль ан хӑвар! — ҫине тӑрсах тапӑнма пуҫларӗ тимӗрҫӗ. Эпӗ вара аннене: питӗ шел, анчах манӑн упӑшка пур, тесе кӑштах каласа хумарӑм. Хайхискер хӑй те ҫавӑнтах пирӗн еннелле шӑвма тытӑннӑ пек курӑна пуҫларӗ. Кӗскен каласан, темле паллӑ мар сӑлтава пула ҫак ир — аслӑ вӑрманти ревунсем те, сагусем те, ытти упӑтесем те хӑйсен яланхи сассине памарӗҫ. Халӗ кунтан кайӑпӑр. «Мӗн вара ку? — шухӑшларӗ Алексей. — Эпӗ вуникӗ ҫулта чухне вӑл Китайран таврӑнчӗ. Ҫак эполетсем те пулин мана шанма ирӗк парӗҫ, тесе шутланӑ эпӗ, ухмах… Вӗсем пӗр-пӗрне ӳпкелешрӗҫ пулас. Клиникӑра Авербах профессор Павела тӳрех унӑн куҫне куракан тума май ҫук тесе пӗлтерчӗ. Пирӗн экономика сарӑмлах мар — манӑн пенси укҫи вӑтӑр икӗ тенкӗ тата Тая ӗҫлесе тупни. Вӑтам ӗмӗрсенчи пысӑк ҫурт-йӗр тӑвакан архитекторсем кунта шӗвӗр тӑрӑллӑ тӗрлӗ тӗслӗ чиркӳсем тума вӗренме пултарнӑ пулӗччӗҫ. Анчах, хӑй хуллен каяс тесе шухӑш тытсан та, вӑл вырӑнтан тапраннӑ та тӳрех чупа пуҫланӑ, чупнӑ чух вӑл ана-ана ӳкнӗ, тӑнӑ, унтан тата каллех ана-ана ӳкнӗ. Метеор ӳкнӗ вырӑнта вӑл шӗвӗ пылчӑкпа тулса ларнӑ пысӑк шӑтӑксем тупнӑ. Пӳлӗм тӗттӗмлӗхӗнче ун урисем патне пӗр сассӑр лӑштӑртатса аннӑ та ун платйин вӗҫне тутисем ҫумне хӗссе лартнӑ йӗкӗт. Бульварта ачасем питӗ нумайччӗ, пӗр ҫамрӑк кӑна нянька пирӗн ҫине пӑхса кулса ячӗ. Вӑрман витӗр пырса, эпӗ шыв хумӗ ҫыран хӗррине ҫапӑнса кӗрленине ҫеҫ мар, йывӑҫ тураттисем шавланине тата ҫулҫӑсем чӑшӑлтатнине те илтетӗп. Ку тинӗс енчен вӗрекен ҫил паян яланхинчен вӑйлӑрах вӗрнине пӗлтерет. Ара, мӗн тума кирлӗ пулӑр-ха эсир, ват супнӑсем, хӗрарӑмсене, — хӗрсем ҫинчен каламастӑп та эпӗ, хӗрсене ҫураҫас вӑхӑт иртнӗ сирӗн! Кӑмакари вутӑ шӑтӑртатса, пӳлӗмри сывлӑша туртнӑ май ӳлесе ҫунчӗ, хӗрарӑм сасси тикӗссӗн янӑрарӗ. Эпӗ ӑна вӑл енчӗке манран парнене илтӗр тесе темиҫе хут та тилмӗрсе пӑхрӑм, ҫапах та ӑна манран илмерӗ, вара вӑл хушнине итлесе енчӗке кӗсъене чикрӗм. Ҫапах та эпӗ хамӑн ӑшри шухӑшӑмсене Лиденброк пиччене каласа пӗлтермерӗм, пур-пӗрех вӑл ҫакна ӑнланас ҫук. Юргин похода тухнӑран вара пӗрремӗш хут салхуланнӑ пек пулчӗ. — Телей ҫук ман, Андрей, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа илсе. Ӑҫта кайса ҫухалчӗ-ши унӑн арҫынла мӑнаҫлӑхӗ?..» Хӑш чухне шыв юхӑмӗ вӗсене чӑнкӑ ҫыран ҫине кӑларса пӑрахать. Атте тем вулатчӗ, эпӗ: «Кӑвак мулкачсем пулаҫҫӗ-и?» — тесе ыйтсан: «Пулаҫҫӗ, тусӑм, пулаҫҫӗ», — терӗ пуҫне ҫӗклемесӗрех. Мӗн-мӗн кӑна хӑтланман-ши эпӗ, Семушка тусӑм! Машина патӗнчен вӑрман хӗррине ҫитиех шнур карӑнтарчӗҫ те, унта вара, пӗр ҫамрӑк чӑрӑш ҫине, сарӑлма пуҫланӑ тем пысӑкӑш ҫутӑ кӑвак чечек евӗрлӗ репродуктор вырнаҫтарса лартрӗҫ. Вара вӑл ҫак кун мӗн-мӗн пулса иртнине пӗтӗмӗшпех аса илчӗ. Тепӗр пирата бойница патӗнче, вӑл пӳрт ӑшне пеме хатӗрленнӗ чухне, персе вӗлернӗ. Вӑл хӑйар ҫинче, аллинчен тӗтӗм тухса тӑракан пистолетне ямасӑр, вилес умӗнхи асаппа тапаланса выртать. Хамӑр, рабочисем, пӗрне-пӗри шанса пурӑнни пулӑшсан, эпир пӗтӗм тӗнчипе халӑхсен тӑванла пурӑнӑҫне туса хурӑпӑр! Эсӗ хӗпӗртеместӗн-и? Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир Томпа ҫывӑрма кайрӑмӑр. Вӑл клавишсем ҫине хыттӑн пусрӗ те, музыкӑра шариех кӑшкӑрни илтӗнчӗ, такам хӑйӗншӗн хӑрушӑ хыпар илтнӗ пекех, ӑна вӑл чӗререн пырса ҫапса ҫак сасса кӑларттарнӑ пек пулчӗ. «Эх, мӗнле шел мӗскӗне! Хулӑн саслӑ Карачӑм Зяйлов тӳсеймесӗр ура ҫине сиксе тӑчӗ, хутлана-хутлана ларса ахӑлтатрӗ, ташланӑ чухнехи пек, атӑ кунчисене ал тупанӗпе ҫапа-ҫапа илчӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Розелли госпожа стена ҫинче диванран ҫӳлерех ҫакӑнса тӑракан, ҫуллӑ сӑрсемпе ӳкернӗ портрет ҫине кӑтартрӗ. — Н-ну? — Халь мӗнле пурӑнас-ха ӗнтӗ манӑн? Атя халӗ, хамӑр хӑнана вырнаҫтарар, унтан вара эпир иксӗмӗр ӗҫмелли япала илесси ҫинчен калаҫӑпӑр, эпӗ пӗлетӗп — эсӗ ӑна тӗнчере пуринчен те ытла юрататӑн. Лӑканса тӗрексӗрленнӗ корвет хумсене хыттӑн пыра-пыра ҫапнине нумайччен чӑтаймӗ, кашни пысӑк хум ӑна шыв тӗпне путарма пултарать. Мӗскӗн Поттерӑн сӑнӗ-пичӗ хӑранипе йӑлтах улшӑнса кайнӑ, унӑн куҫӗсенче вӑл шутсӑр хӑраса ӳкни палӑрать. Мӗн-ма эсӗ ҫапла кая юлтӑн-ха? Паганель хавхалансах кайрӗ. «Тӗрӗс, ачам, тӗрӗс» — терӗ вӑл. Ыттисем пурте «тавар» шутланаҫҫӗ, вӗсене площадьри баракра тытаҫҫӗ, унтанах вӗсене сутаҫҫӗ. Эп пачах кӑшкӑрмастӑп, ыйтатӑп ҫеҫ. Ҫук, кирлине каламан… «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» шухӑшларӗ те Левко, йӑпшӑнса пырса, йывӑҫ хыҫне пытанса тӑчӗ. Галилей уйӑхӗсенчен иккӗшӗ Меркурирен пысӑкрах; пӗри пирӗн Уйӑхран пысӑкрах, тепри пирӗн Уйӑхран кӑшт пӗчӗкрех. Ваҫили Андрейч шӑн аш пекех хытса ларнӑ, вӑл урисене чарса пӑрахнӑ, ӑна ҫаплипех Миките ҫинчен йӑвантарса илнӗ. — Нимӗнле хушусем те пулмаҫҫӗ, хисеплӗ ҫыннӑм, — тавӑрчӗ Базаров: — пӗрер черкке эрех илсе килме кӑмӑл тусан кӑна. Пулма пултарать-и-ха ҫакнашкал? Анчах кӗпер тӑвакансем инкекрен сыхланмалли ҫапах та хӑш-пӗр майсем йышӑннӑ. Чи вӑйлӑ та пуян орден доминикан орденӗ пулнӑ. Эпӗ выртмасть тесе икӗ долларла тавлашас тенӗччӗ, анчах шутларӑм-шутларӑм та тавлашма кирлӗ мар пуль терӗм. — Ҫук, начар лашасем, хӑраҫҫӗ. Эй, эсӗ, чарӑн! Циркулярсене пӑсса пурӑнма ҫырмаҫҫӗ. Дубцов утӑ ҫинче типӗ тытакан йышшиех мар-ха вӑл. Вӑл никам куҫӗнчен те пӑхмасӑр хӑй кӑмӑлӗпе ӗҫлесе пурӑнни, унӑн хӑйӗн пурӑнӑҫӗн философине никам та урӑх енне ҫавӑрса яма пултарайманни сисӗнет. Санӑн хӑть манран, ватӑ ҫынран, именме пӗлесчӗ! Мӗскӗн географ кутӑн чакрӗ те, уҫах тӑракан люкран кубрикалла анса кайрӗ. Мухтанчӑк Колокольчикова та вӑл час-часах хӑтӑрать, анчах хӑй вара кирек хӑҫан та, кирек ӑҫта та ун хутне кӗрет. Табак туртма хам команда парӑп. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ, Анюта! Нумай та мар каярах пире тарма кансӗрлекен отлив халӗ пирӗн тӑшмансене пире хуса ҫитме чӑрмантарать. Шанчӑк пӗтмен иккен-ха!.. Вӗсем, хире-хирӗҫ тӑрса, пӗр-пӗринчен ыйта-ыйта пӗлчӗҫ, кула-кула илчӗҫ. Унӑн хӑй паллакан адъютант патне пырса калаҫса пӑхас кӑмӑлӗ те пур, эпӗ мӗнле калаҫнине Обжогов капитанпа Сусликов прапорщик, Пиштецкий поручик т. ыт. те курса тӑччӗр-ха тесе мар калаҫасшӑн пулнӑ вӑл ку господасемпе, вӗсем кӑмӑллӑ ҫынсем пулнӑран, мӗнпур ҫӗнӗ хыпарсене пӗлсе тӑнӑран ҫеҫ калаҫса пӑхасшӑн пулнӑ — тен, вӗсем мӗн те пулин каласа панӑ пулӗччӗҫ… — Хӑрамалла пулсан, мухтанмалли те ҫук. Чиркӳре иккӗмӗш хут чан ҫапма пуҫларӗҫ; пӗр евӗрлӗ янӑракан чан сассисем чӳречен хура кантӑкпе пыра-пыра сапӑнчӗҫ. Тӑмлӑ, йӗпе ҫӗр ҫинче урасем шӑваҫҫӗ. Лашасене пӗрлештерни лайӑх-ха вӑл. Эфиопсен ҫӗршывӗнче кӑлараҫҫӗ ӑна, Мгнадис-Фза ятла вӑл. Ну, эхер сана эпир кайни килӗшмест-тӗк, кӑмӑл тусам: эпир Володьӑпа иксӗмӗр каятпӑр. Ҫапла вара авалтанах тымар янӑ пӗр-пӗрне курайманлӑх татӑк хӳреллӗ кӗсре хӑранипе пӗтсе ларма хатӗр пекех пулса ҫитнӗ. «Мӗнех эпӗ уншӑн?» — шухӑшларӑм эпӗ (турӑ пӗлет, темшӗн) французла. Ҫӑматӑ ҫийӗнчен автомашина камеринчен хӑех тунӑ пысӑк калушсене тӑхӑнчӗ, аҫамне пилӗкӗ тӗлӗнчен пӑявпа туртса ҫыхрӗ, алла уртӑш йывӑҫҫинчен тунӑ инҫе ҫула ҫӳремелли туйине илчӗ. Алвиш хӑйӗн килӗнче Казондере пурӑнакан ҫынсен йӑлисенех тытса пынӑ. Ун вырӑнне вӑл салтак нуши тӗлӗшпе питӗ тимлӗччӗ, вак-тӗвек таранчченех: ирӗклӗ ӗҫшӗн тивӗҫекен суммӑсене хӑй пӗлнӗ пеклӗн тыткалатчӗ пулин те, ялтан килекен укҫа-тенке нихӑҫан чарса тӑман, рота хуранне те кулленех хӑй тӗрӗслетчӗ. Хура куҫли, пуп ҫине вӑрттӑн ҫиленсе пӑхса, шӑппӑн:— Манӑн кӗсъесем ҫук, — терӗ те ҫӗввисене аллисемпе хыпаласа илчӗ. Пӗррехинче Уг-Глук текенни куҫ умӗнчех ӑна: эсӗ тухатлатӑн, тесе айӑплама тытӑннӑ. Анчах ҫакӑн ҫумне тата та хушса каламалла: унӑн аслӑ пиччӗшӗ пулса тӑнӑ ҫын — чаплӑ профессор Отто Лиденброк, пӗтӗм тӗнчери мӗн-пур ӑслӑлӑхсен те, географипе минералоги обществисен те член-корреспонденчӗ пулса, пурте пӗлекен паллӑ та чаплӑ ҫын пулса тӑчӗ. Вӑл шалт тӗлӗнсе ларнӑ. Людмила Васильевна, ҫак арҫын тӗрмерен начальство ирӗк памасӑрах тухса кайнӑ, чарусӑрскер! Хӳшше таврӑнсан, Умрихин котелокне урлӑ-пирлӗ ҫавӑркаларӗ те кӑмӑлсӑррӑн, хурлансарах тенӗ пек, сӑмах хушрӗ: — Тем паян повар хытӑрах пек. Ҫутҫанталӑк алӑкне кирек мӗн чухлӗ шаккасан та, вӑл сана пурпӗрех ӑнланса илмелле каласа параймасть, мӗншӗн тесен вӑл чӗлхесӗр. Совет членӗсенчен пӗрисем мана выҫӑ вӗлерес е наркӑмӑшланӑ ухӑ йӗпписемпе персе вӗлерес тесе тимленӗ. Мӗн тумалла? — Е Панюшкин баракӗ патӗнчине, леш уй пуссине. — Улшӑнакан улшӑнтӑр, анчах эсӗ улттӑра кил. — Сирӗн Павел хутне кӗресчӗ! — терӗ ҫирӗппӗн амӑшӗ, ура ҫине тӑрса. Инҫетре, фабрика поселокӗнче, ансӑр юханшыв пек авкаланса хурлӑхлӑрах юрӑ янӑрани илтӗнет. — Эх, эс те ҫав! — пӑшӑлтатса илнӗ вӑл, Фома ҫумне тӗртӗнсе, тата, май килнӗ чух, ӑна айӑкран чышса илсе. Вӑхӑт ҫитмесӗрех мӑнтӑрланса кайнӑскер, лешӗ ӳркевлӗн утса ҫитрӗ. Ҫарти пек мар, килте чухнехи пек утать вӑл. Хӑрах айккинче ун сарӑ сӑрантан ҫӗленӗ полевой сумка ҫакӑнса тӑрать. Халь вӑл ҫав хут чышса тултарнӑ сумкӑна, ҫапкаланасран ӗнтӗ, хӑрах аллипе тытнӑ. Ҫак сыпӑк Сталин ӑс панипе ҫуралать, ӑна пурте хӑвӑртрах ҫырса пӗтересшӗн пулчӗҫ. Майданов пире хӑйӗн халӗ ҫеҫ пичетленнӗ «Ҫынвӗлерен» поэмине вулама пуҫларӗ, анчах эп ӑна итлемерӗм. Анчах хӗрача тиркекенскер мар. Алӑксене хупрӗҫ, самолёт чӗтренсе илчӗ те хускалчӗ, сиккеленчӗ, — унтан каллех лӑпланчӗ те, моторсем пӗр пек кӗрленӗ май, ярӑнса кайма пуҫларӗ. Авӑн ҫапма тытӑнатӑн, тырри лайӑх пекех курӑнатчӗ, ҫапнине виҫсе пӑхатӑн та — теҫеттинран хӗрӗх пӑт е унтан та сахалтарах тухатчӗ. Гремячий ҫыннисем вӑрлӑхлӑх тырра колхоз кӗлечӗсенчен тултса пӗтернӗ хыҫҫӑнах, Давыдов Островнова завхозран кӑларма шутланӑччӗ. Ҫав тери шанӑҫсӑр ҫын пек туйӑнатчӗ ун чухне Островнов… Чӑнлӑх — ӗҫре, ӗҫленинче пулать. Вӑл труба пек чӗркенӗ хулӑн хут листине йӑтса тухса кайсан, Петр Ольгӑна асӑрхаттарса каларӗ: — Ывӑл санпа хаяр калаҫать. — Пӗртте апла мар. — Мӗнле таткаласа тӑкас-ха ӑна? — Илсе килмерӗҫ-и? — кӑшкӑрса ыйтнӑ пилотсем хӑйсен механикӗсенчен, капонир умне ҫитсе ларнӑ-ларманах. Тулта шӑрӑх. Вӑл пӗр эрнене пыма, е тепӗр пӗр-икӗ кунранах пӑсӑлма пултарать. Мӗншӗн Володя вырӑнӗ патӗнче шӑна тытмасть? Вӑл хӑй халлӗхе пӗлмен темле авиаци чаҫне кайнӑ, анчах уншӑн ку киле кайнӑ пекех пулнӑ. Вӑл, йӑлтах вӑрманпа хупланнӑскер, юханшыв варринче ларать, пысӑк та хуп-хура; йывӑр тиенӗ, ҫутӑсӑр пӑрахут евӗр вӑл. Хӗл ҫывхарать. Кам хӑвалатӑр-ха ӑна халь Персие?.. Соломон ҫаксенчен ӗҫ-хӗл тӗлӗшпе кам пулнине ыйтнӑ, иккӗш те кусем сунарҫӑ-ухӑҫсем иккенне пӗлсен:— Килӗре кайӑр, — тенӗ. Петр хут пекех шуралса кайнӑ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнчӗк, питӗнче пысӑк пӑлхану. Ҫак маневра пурӑнӑҫа кӗртсен вӑл, Том Аустин боцмӑна чӗнсе илсе, вӗсене халь-халь вылянма тытӑнас пек урса ҫывхаракан тӑвӑла хатӗрленсе тӑма хушрӗ. Унтан вӑл, пуҫне сӗлтсе, половӑя кӑчӑк туртнӑ та, уйрӑмах витӗмлӗ сасӑпа:— Мӗн чухлӗ тухать манран? — тесе ыйтнӑ. Ҫав тӗрке вӑрттӑн паллӑ пулнӑ; ӗҫсем начарланнӑ пирки Джемма ӑна пыма хушнӑ. Мартини терраса ҫинчи калаҫӑва астурӗ те мӗн пулнине ҫавӑнтах тавҫӑрса илчӗ. Акӑ, Андрей, асӑрханса утса, кухня витӗр тухрӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка хуллен кӑна хупрӗ. Астӑвӑр: нимле пӳлмесӗр. Турӑ ҫыннин вӑрӑм шурӑ кӗлетки пӗр енчен уйӑхӑн шупка кӗмӗл пайӑркисемпе ҫуталать; тепӗр енчен — кантӑк рамисемпе пӗрле хура мӗлке пулса урайне, стенасем ҫине ӳкнӗ те маччана ҫитиех тӑсӑлать. Амӑшӗ, ун сӑмахне итленӗ май кулса, ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ. Эсӗ хӑвӑн юбку айӗнче шыраса пӑх вӗсене! Вӑл аллинчи кашӑкне сарса хуна ратнеллӗ пир татӑкӗ ҫинелле ывӑтса янӑ та тинкеререх пӑхнӑ: Любишкинӑн чӗтрекен аллинче ҫинҫешке шӑмӑ татӑкӗ сулланса тӑнӑ, ҫав шӑммӑн ҫурхах карса илнӗ юплӗ-юплӗ вӗҫӗсенче пӗчӗкҫеҫ чӗрнесем курӑннӑ… Ӑнтан кӑна кайӑн ҫав! — Мӗн тума? «Тӗлӗнмелле, чӑнах. Офицерсен пухӑвӗ глаголь евӗр лартнӑ, пӗр хутлӑ, пысӑках мар ҫурта йышӑннӑ: ун вӑрӑм енче, урама тӑрӑхлинче, ташӑ залипе хӑналанмалли пӳлӗм, кӗскинче, пылчӑклӑ, таса мар картишнелле тӑсӑлса кӗнинче, — столовӑй, кухня тата килен-каян офицерсем валли «номерсем». — Пӑрахут — лере! Халӗ, кӑнтӑрла, ҫакӑ кулӑшла пек туйӑнать, — ун чух шеремет ачисем, Томпа Сид, ҫӳлти пӳлӗмре хӑйсем тӗллӗнех мӗнле ҫывӑраҫҫӗ-ши тесе шухӑшлатӑп. Турӑ курать, ҫав тери кулянма тытӑнтӑм та, хуллен ҫӳле хӑпарса, вӗсене ҫӑраҫҫипе питӗртӗм! Кун пеккине никам та, ниҫта та курман. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн боцман пулнӑ ҫын хӗвеланӑҫӗнче курӑнакан ҫыран еннелле ҫавӑрӑнчӗ. Унӑн лӑпкӑ пичӗ тӑрӑх йӗри-тавра мӗн пулса иртни ӑна пӗрре те хумхантармасть теме пулать. — Манран ан ыйт, каласа пар! — терӗ Монтанелли ҫилленнӗ пекех хытӑ сасӑпа. Ҫавӑнтан кайран Павка пупа пӗтӗм чунтан курайми пулнӑ. Старик, йыттӑра, тархасшӑн кунта илсе килӗр-ха. Юлашки ҫеккунтсем хӑрушӑ, — пуҫ ҫаврӑнса татӑласла ӳкӗм. Кайран унӑн хырӑмӗнче пӑхӑр тӳме, пӗр чӑмӑр япала тата ытти ӑпӑр-тапӑр нумай тупрӑмӑр. Халӑхӗ те! Халтан кайнӑ, вӑйсӑр карчӑк ҫаплах пурӑнчӗ; вӑл пӗр татӑк ҫӑкӑр, пӗр сыпкӑм шыв та пулин пама ыйтрӗ. Яков Лукич, ҫенӗх урлӑ йӑпшӑнса иртнӗ май, амӑшӗ ӑша кайнӑ сасӑпа, аран-аран пӑшӑлтатса:— Яшенька! Турӑ пиллӗхне парӗ! Унпа халех бакалея лавкки уҫма пулать… Ҫав калама ҫук ырӑ ҫын умӗнче Рада намӑсне ниҫтан чӑтса тӑрайман пулӗччӗ, — вӑл та тӗрлӗрен элеке нумай илтнӗ-ҫке, тен, халь ӳкӗнет те пуль хӑй патӗнче ҫавӑн пек хӗре усрарӑм тесе. Каҫхи тӗттӗм хупланса килсенех, вӗсен халапӗ хуллен-хулленех чарӑнса ларчӗ; виҫҫӗшӗ те вут ҫинелле тӗллесе пӑхса выртрӗҫ, хӑйсен шухӑшӗсем таҫта инҫетре ҫӳрерӗҫ пулмалла. Елена кӑштах алӑка уҫрӗ, итлесе тӑчӗ, Инсаров енне ҫаврӑнчӗ, унтан пуҫне сулчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ. — Вӑл паян Климкӑна йӑлтах аптӑратса ҫитерчӗ. Вӑл каллех тытма ҫук, ҫитме ҫук, патне пыма ҫук ҫын пулса тӑчӗ. Ибн-Хамис паллӑ панипе хавильдарсенчен пӗри Тома, Остина, Актеона, Бата хупнӑ вите патнелле утса кайсан, тӗшмӗртни ним иккӗленӳсӗр тӗрӗс пулни курӑнчӗ. Хӑй тарӑхса кайнине аран чаркаласа, вӑл сикчӗлӗн каласа хучӗ: — Итле-ха, старик, ма эсӗ ют ҫын умӗнче ҫавӑн пек калаҫусем тапрататӑн? Вӗсем урӑх йӑх ҫыннисем. Радуб тинех хӑйӗн суранӗсене ҫыхтарнӑ. Эпӗ хам та сасартӑках урӑх япала ҫинчен шухӑшлама пуҫланине ҫав тери хӑраса тавҫӑрса илтӗм. Тӗрмере унӑн ашшӗ ларать — питех те ирсӗр старик. Кусене Казахстанран янӑ; ыттисене тӗрлӗ облаҫрен килнӗ тӗрлӗ япала лекрӗ. Анчах арӑмӗ — алли ҫине куҫҫуль ҫапӑнса тӑнине туйман пулас: вӑл ҫав-ҫавах хускалмасӑр выртнӑ. Сковородниковӑн мездровӑй ҫилӗмӗ. Акӑ ҫухалчӗҫ… Ҫӗнӗрен курӑнчӗҫ. — Анчах ҫавӑн пек пит илемлӗ куҫӑн вут ҫулӑмӗнче мар… Ҫӗмрен евӗрлӗ утсем, Ҫилхисене вӗҫтерсе, Пӑхаҫ тӗттӗм инҫете. — Эсир Лиговская княжнана качча илет теҫҫӗ, чӑнах-и ҫав хыпар? — тесе ыйтрӗ вӑл манран. Ӗнер ҫапах та, ӑнчӗ-ха манӑн. Эпӗ анне куриччен пӗр татӑк аш ҫаклатрӑм, ӑна вара кунӗпех хӗвел ҫинче тытса тӑтӑм. Никам аллине те ҫакланассӑм ҫук! Ҫук, ҫук! Чӑн та, Бристольре Блэндлине курайман ҫынсем те пур. Ҫак шӑплӑх чӗрене пӑчӑртать, ҫав вӑхӑтрах шухӑш вӗҫӗмсӗр анлӑ тавралӑха саланать, вара эпӗ ҫӗр ҫумне пирӗн ял пекех шӑппӑн лӑпчӑннӑ пиншер ялсене куратӑп. — Вӑл нимех те мар-ха! — аран ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ Марийка. «Сире кунта Российӑран куҫарнӑ пулӗ-ха?» — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. — Тен унсӑрӑн лайӑхрах та. Кӗпӗрнене ярас пулать. Вӗсем чӳрече янахӗ ҫине ӳксе тирпейлӗн майланса выртрӗҫ, килне таврӑнсан, Женя ӗнтӗ вӗсене тӳрех асӑрхӗ. Ӑна эпӗ сана кӑтартса пама пултаратӑп. — Ун ҫинчен мӗн каламалли пур-ха?.. Профессор Ганса пӗр-икӗ сӑмах каларӗ те, вӑл япаласене ҫавӑнтах сулӑ ҫине тиесе ишсе кайма хатӗрленме пуҫларӗ. Унччен вӗсем, ялан хӑйсен акнӑ ҫӗрӗсем ҫинчен, арӑмӗсем хушнӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа тата мулкач хӑваласа, карт вӑййине сайра хутра ҫеҫ аса илетчӗҫ. Лешӗ мана пилӗкрен йӑпӑр-япӑр ярса тытрӗ те ман пуҫа хӑй ҫӑварне персе чикрӗ. Картлашкапа хӑпарнӑ чух — каялла пӗр хут, алӑкран кӗнӗ чух — тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ. «Джим тунката ҫине пырса ҫапӑнчӗ пуль те пӗтрӗ пуль», — тесе шухӑшлатӑп хам ӑшра. — Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл манран каллех. Ҫак хӑй тӗллӗн килсе тухакан туйӑм хӗлле хускалсан, вӑл театрта юнашарах 2 — 3 ложа илме хушнӑ, унтан, хӑйӗн пӗлӗшӗсене пуҫтарса, театра е тата маскарада кайнӑ; ҫулла — вӑл хула тулашне, ӑҫта та пулин инҫерех кайнӑ. — Хӑвах пӗлетӗн, манран килмест вӑл: сана хирӗҫ кайма хушсан — каясах пулать, ним тума та ҫук. Йывӑр ҫавра тӳпеллӗ ункӑ-залра, амфитеатр тенкелӗсем ҫинче Канаш членӗсем лараҫҫӗ. — Геркулес, — терӗ Уэлдон миссис, — Дика мӗнле ҫӑлнине сирӗн каласа памаллах. Машук тӑрри сӳнтернӗ факел пек тӗтӗмленет; унӑн йӗри-таврашӗнчи кӑвак пӗлӗт, малалла шунӑ ҫӗртен ҫакланса чарӑннӑ пек пулса, ҫӗлен пек явӑнса йӑшӑлтатать. * * * Варьӑпа калаҫнӑ чухне Давыдов хайӗн телейӗ «айккине тӑрса юлнӑ» тесе ахаль асӑнман вӗт. Унӑн команди, пӗр боец патӗнчен теприн патне куҫса пырса, траншея тӑрӑх икӗ еннелле те сарӑлчӗ. Паллах, ҫынна ҫакӑн пек пысӑк хисеп туни ытти хӑш-пӗр ҫынсене пит те кӗвӗҫтерме пултарнӑ. Пӗр тӗлте Марийка чарӑнса тӑчӗ те аллисене хӗреслетсе кӑкӑрӗ тӗлнелле пӑчӑртаса тытса, сывлама та пӑрахрӗ. Хӑрушӑ тавҫӑру йӑлтлатса илчӗ ман ӑсра. — Килтен вӑл ман хыҫҫӑн тухрӗ пулас; вӑл ӗнерех ӗнтӗ ман кашни утӑма сӑнатчӗ… «Ах, аван мар!» шухӑшласа илчӗ вӑл, такӑнса, «вӗлереҫҫех ӗнтӗ мана», вара, хӑйне мӗн тери сывлама йывӑррине, хӑй йӑлт тарласа кайнине туйса, вӑл хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе кайрӗ, анчах ӗнтӗ текех хӑйӗнчи туйӑма пусарма тӑрӑшмарӗ. Эсӗ пит хӑраса ӳкрен, кайса пӗр стакан шыв ӗҫ те пирӗн пата кил. Вӑл каллех пирускӑпа шӑрпӑк кӑларнӑ, анчах шӑрпӑкӗ виҫҫӗ кӑна юлнӑ, виҫҫӗш те начарскерсем пулнӑ. Эпӗ, унӑн хӗвне пытарнӑ кинжал ҫинчен тата вӑл мана вӗлерме шут тытни ҫинчен шухӑшласа, тивӗҫлинчен те хӗрӳлӗрех каларӑм пулас. Ыратать-и? — ӑшшӑн ыйтрӗ Челкаш. — Ниме кирлӗ марри вӗресе тӑрать сан пуҫра, вӑл начар, Пешков! Витӗр курӑнакан ҫутӑ куҫӗнче хаваслӑ хӗм выляса тӑрать, кӑшт кӑнттамрах, курпунтарах, вӑрӑм ураллӑ кӗлетки темле кулӑшларах, анчах вӑл кӑмӑллӑ. — Мӗн тетӗн? — Вӗҫсе ҫитрӗҫ кайӑксем, — ҫиллӗн калаҫса илчӗ Артём. — Тӑма кирлӗ те мар сирӗн. Салли аппа пире пусма тӑрӑх хӑпартса ярса хӑй каялла кайсанах, эпир йӑпӑшт ҫеҫ нӳхрепе чӑмрӑмӑр, унти шкапран йӑпӑр-япӑр ыранхи кӑнтӑр апачӗ валли тӗрлӗ ӗҫме-ҫиме илтӗмӗр те хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑмӑр, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫывӑрма выртрӑмӑр, вунпӗр сехет ҫурӑра каллех тӑтӑмӑр. — Камран? — Давыдов. — Тӑвӑл-и? — ыйтрӗ Гаврила, кӗсменӗсемпе хумсене вирлӗн касса. Пулӑшу команди — темле шанчӑксӑр ҫынсен пуххи — хӑйне чӑртмаххӑн тытрӗ, тара кӗрӗшнӗ матроссем ӗҫрен пӑрӑнса ҫӳрерӗҫ, ҫавӑнпа Халл капитанӑн ӑна салатса ямалла пулчӗ. — Мӗн пулнӑ апла ӑна? Тепре куриччен, Уйӑх! «Вӑл ҫӳлӗ пӳллӗччӗ, сирӗн пекех илемлӗ арҫынччӗ», — терӗ Mariechen йӑмӑкӑм. Остап ҫине пӗр тӑруках улттӑн сиксе ӳкрӗҫ, анчах майлӑ чухне сиксе ӳкмерӗҫ пулас: пӗрин пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, тепри каялла чакнӑ май чикеленсе ӳкрӗ, виҫҫӗмӗшӗн айӑк пӗрчине сӑнӑ кӗрсе кайрӗ, тӑваттӑмӗш харсӑртарах пулчӗ, пуля лекесрен пуҫне пӑрчӗ, вӗри пуля вара лаша ӑмрине лекрӗ — тулхӑрса кайнӑ лаша чӗвӗн тӑчӗ, ҫӗре кӗрӗслетсе ӳкрӗ те юланутҫӑна хӑй айне туса лапчӑтса хучӗ. Эпӗ ҫавӑн пек шухӑшлатӑп. — Эсӗ шухӑшлатӑн. — Йӗр юлнӑ пулсан, эпир ӑна часах тупӑпӑр, — тенӗ Спэнглер. — Ӑҫта каяс ман? — пӗтӗм сассипе ответлерӗ Ерофей Кузьмич. Сулхӑнлӑ ешӗл сад пахчисенче, тинӗс пек курӑнакан виноград пахчисенче пур енчен те кулӑ, юрӑ, хаваслӑх, хӗрарӑм сассисем илтӗнеҫҫӗ, хӗрарӑмсен чечеклӗ тумтирӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ. Спрутӑн куҫӗ — мӑкӑр, кушак пуҫӗ пысӑкӑш, тӗксӗм-хӗрлӗ те варри симӗс, чӗрӗ ҫутӑпа ҫунса ялкӑшакан куҫ. — Вӗренме, — терӗ Егорушка. Эпӗ ӑна сире тусла шанса пӗлтерме пултаратӑп. Мартини, синьора Болла килсен ӑна валли нимӗнле кӑтартусем те хӑвармалла мар. Вӑл юратакан япаласемпе эпӗ ирӗксӗрех интересленме пуҫлатӑп; анчах ун ҫулӗпе пыма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ, ҫӗнӗ ҫул суйласа илме ҫамрӑкрах-ха, хам тӗллӗн пурӑнма пултараймастӑп. — Каллех тинӗсри пӗр-пӗр тискер кайӑк-и? — тӗсе ыйтатӑп. Хӑй ытла пысӑках мар, анчах кӑшт чалӑшрах кӗлеткеллӗ, — ҫӗр ҫинчи йывӑр пурнӑҫ ҫулӗпе вӑл кӑкӑрне каҫӑртса мар, хӑяккӑн ҫеҫ уткаласа пыма хӑнӑхнӑ, тейӗн. Апла пулин те, аслӑ аристократсен шутӗнчи ҫынсен ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫепӗҫлӗхӗ унӑн сивӗлӗхне ҫемҫететех. — Унта вара? Аэлита пуҫне ҫӗклерӗ, кӑтрине сулласа вӗлкӗштерчӗ. Ҫулӑн икӗ енӗпе те симӗс мӑкпа ӳссе ларнӑ ҫаврака тӗмескесем. Ҫыран хӗрринчен, тулхӑрса, хир сысни сиксе тухрӗ, вара унӑн хура мӗлки йӑлтӑртатса тӑракан шыв ҫийӗнчен пӗр самантлӑха хӑпрӗ те ҫавӑнтах хӑмӑшсем хушшинче ҫухалчӗ. Ҫак иккӗмӗш каҫ эпир ҫич-сакӑр сехете яхӑнах ишрӗмӗр пулӗ. Сехетре тӑватӑ миля каятпӑр. Ҫак шухӑш унӑн пуҫӗнче хӑвӑрт ҫуралчӗ те хӑйӗн уҫӑ, тӳрӗ чӑнлӑхӗпе ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ирхине аллӑ ярд сарлакӑш хытӑ юхакан пӗчӗк юханшыв урлӑ каҫрӑмӑр. Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те хаҫата ярса илсе лучӑркаса пӑрахрӗ, кӑна тунӑ чухне ҫӑварне капланса килнӗ сӑмахӗсене те аран тытса чарчӗ пулмалла. — Мӗнле чир унӑн? — ҫавӑн пекех шӑппӑн ыйтрӗ Шура Жигирева. — Вӑл сана аллу-урусенчи-мӗнӗпех хӗнесе тӑкать. — Пӗлесчӗ! Фрол Рваный, Тимофейне тӳрех округа, прокурор патне кӑларса янӑ хыҫҫӑн, пӗр кун чухӑнсен пуххинче сасӑлама килӗшмен тусӗ патӗнче, Борщев килӗнче, пурӑнма тытӑнчӗ. Ӑна тӗрмере йывӑр пулать, ун пеккисем унта хӑйсене япӑх туяҫҫӗ! — Джемма, — чӗнчӗ Санин кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле. Эпир унпа харкашса кайни, е, тӗрӗсрех каласан, вӑл мана ятлани те тӗрӗс. — Ох, ырӑ та! — тесе ярать Роберт, шӑп варринчи шыва сыпса илсе. Кашни каҫ, хӗвел анса ҫитсенех, ман сурансем хаяррӑн ыратма пуҫлатчӗҫ. Павел, пӗр вырӑнта тӑрса, пӑхса юлчӗ, паҫӑр асне килменнине халь тин аса илчӗ, ара Серёжа Вальӑна вӗлерни ҫинчен пӗлмест-ха. Ромашов хулана ушкӑнпа кӗпӗрленсе таврӑнакан офицерсенчен уйрӑлчӗ те ҫаврӑнӑҫ ҫулпа лагерь урлӑ кайрӗ. — Алексей Ильич чуппипе пурӑнчӗ, чупнӑ ҫӗртех вилчӗ те. Хуҫалӑхра хутшӑну пулать», — йӑл кулчӗ Разметнов. Мӗн пулассине эпӗ халӗ уҫҫӑнах куратӑп. Ҫавӑншӑн эпӗ тахҫанах тӑрӑшнӑччӗ. Эсир манпа интересленме пӑрахнине пӗлес тесе мар, — маншӑн вӑл ахаль те паллӑ пулчӗ, эсир урӑх ҫынпа интересленсе кайнине кӑтартакан япала пултӑр тесе. — Тӗрӗс, атте, — уҫҫӑн ответленӗ Вовик. Тепӗр хут калатӑп: эпӗ ӑна путнӑ тесе шутланӑ, е чуллӑ ҫӗр ҫине ҫапӑнса саланнӑ тенӗ. Тултан пӑхма йӑвашскер, хуҫи алӑпа сулсанах пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл яланах хӑй сухалӗ ҫинелле пӑхса, ӑслӑн кулкаласа ҫӳретчӗ, ҫивӗч сӑмах калама юрататчӗ, унтан хӑйӗн шӑлӗсем шурӑ та ҫирӗп пулнӑ пулсан та ҫӗрӗк шӑллӑ ҫынсенчен кӗрекен лайӑх мар шӑршӑ кӗретчӗ. Ҫапла куҫӗсене тӑлӑп ҫӑмӗпе шӑлса, пӗрмаях ҫил тавӑрса яракан тӑлӑп аркине чӗркуҫҫи айне чике-чике вӑл ним чӗнмесӗр пайтахчен выртнӑ. Критиксен виҫҫӗмӗш ушкӑнӗ Конституци проекчӗн паллӑ ырлӑхӗсем пуррине йышӑнма та хирӗҫ мар, вӑл ӑна майлӑ япала тесе шутлать, анчах вӑл, куратӑр-и, унӑн чылай йӗркисене пурнӑҫа кӗртме юрӑхлӑ пуласси тӗлӗшпе питӗ иккӗленет, мӗншӗн тесен вӑл — ҫав йӗркесем нимле те пурнӑҫа кӗме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хут ҫинче анчах юлмалла, тесе ӗненсе тӑрать. Мӗн пӗлнине йӑлтах кала! Ҫӑмне ӑна эпӗ хамах ҫунӑ, хамах хӗвел ҫинче типӗтнӗ, хамах арланӑ, чӑлха ҫыхнӑ. Вӑл тӗлӗнмелле шавлӑ та хаваслӑччӗ. Хӑйне ирӗк панӑ лаша Леона еннелле ҫул тытнӑ. Хытӑ лава чулӗсем тӑрӑх халиччен утса пынӑ урасем сасартӑках йывӑҫ-курӑкӗсемпе шапа хуранӗ пек япаласенчен тӗпренсе пулнӑ тусан ҫине ярса пусрӗҫ; стенасем ҫинче те тинӗс шывӗ ҫинче ӳсекен курӑксемпе мӑксен йӗрӗсем юлни палӑра пуҫларӗ. Василий Иванович шӗлепкине тӳрлетрӗ. — Тугиловӑна, Берестовсем патне. Акӑ мӗн курнӑ эпӗ тӗлӗкре: эпир сирӗнпе темле тӗнчере халиччен пулман пӳлӗмре вальс ташлатпӑр пек. Луиза, мустангер пек мар, сахалтарах хумханнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пӗтӗмпех ун ҫине шанса тӑнӑ. Киле таврӑнсан, эпӗ утӑма утлантӑм та ҫеҫен хирелле вӗҫтертӗм; йӑлттам утпа ҫӳллӗ курӑк ҫийӗн, пушӑ хирти ҫиле хирӗҫ кустарса пыма юрататӑп эпӗ, ырӑ шӑршлӑ сывлӑша антӑхса ҫӑтатӑп вара, лайӑхрах палӑракан япаласен тӗтреллӗ хӗррисене уйӑрса илес тесе, минутсерен кӑвак инҫетелле пӑхатӑп. Петрӑн вара, музыкӑна тӗплӗн вӗренсе пӗтермелле. Ҫав самантрах Макар хӑй патнелле сиккипе чуптарса килекен хӑйӗн вестовойӗ пулнӑ Тюлима, ҫав ҫирӗммӗш ҫултах Броды ҫывӑхӗнче поляксен пулинчен вилнӗскере, курчӗ. Асту — аҫу эс килнине пӗлмест-ха… килте-ши-ха тата? Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑ йытӑ пӑхакансем картишне пухӑнса мӑйракасемпе шӑхӑртатчӗҫ; вара унӑн сиятельстви тухатчӗ, унӑн сиятельстви патне йӗнерленӗ ут илсе пырса тӑрататчӗҫ, унӑн сиятельстви утланса ларатчӗ, аслӑ сунарҫӑ унӑн урине йӗнер пускӑчне тӑхӑнтаратчӗ те, хӑйӗн пуҫӗнчи ҫӗлӗке хывса, ӑна чӗлпӗре паратчӗ. Алвишпа Негоро ҫунакан патшана мӗнпе пулӑшмаллине пӗлмерӗҫ. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, ҫак сахал сӑмахлӑ калаҫу мӗн вӑхӑта тӑсӑлать? 1942/1943-мӗш ҫулсенчи Полярнӑй хӗлне аса илсен, ҫавӑ пирӗн пурнӑҫра чи телейлӗ те килӗшӳллӗ пулчӗ пулас. Пирӗн пурӑнӑҫра, кӗрешӳ кӑна мар, лайӑх сисӗмлӗхӗн савӑнӑҫӗ те пур. Эсир икҫӗр доллар илесси вӑл пит те тӗрӗс, мана Зеб Стумп тесе чӗнни пекех тӗрӗс. Мур илесшӗ, вӑл ҫавӑн чухлӗ тӑрать те вӗт-ха! Кукушкинпа Баринов, иккӗшӗ те шуйттансем пекех хӑрӑмланса пӗтнӗскерсем, мана лӑплантарса ҫырмана илсе анчӗҫ. Вӑл каять. — Хӗрарӑмра мӗн лайӑххи пур вара? Вӑл чиркӳ патне ҫитнӗ ҫӗре халӑх кӗлӗрен саланнӑ пулнӑ, анчах Дуня ни чиркӳ картишӗнче, ни чиркӳ крыльци ҫинче курӑнман. Ҫав тӗпсӗр авӑр ҫийӗнче, сывлӑшра тенӗ пекех ҫакӑнса тӑракан матроссене курсан, Марысьӑпа ашшӗ тӗлӗнсех кайрӗҫ. — Юрать… — пӑшӑлтатса илчӗ старик: — леҫме… юрать… анчах… анчах… Тӗксӗм ҫӗре темӗн пысӑкӑш факелпа ҫутатнӑ пек, ялкӑшса ҫунакан йывӑҫ тӗттӗм ҫула ҫутатса шыв юхӑмӗпе малалла ишсе кайрӗ. Шурӑ ҫӗлӗкне курсан Половцев иккенне тавҫӑрса илчӗ. Эпӗ ҫакна ҫеҫ хытӑ ӗненетӗп: ватӑ Пойндекстер халь кунта ҫак усал ӗҫе курнӑ икӗ лашаран пӗрине утланса килнӗ. Хӑюллӑ ҫулҫӳревҫӗсем аллисене рычагсем тытса чула мӗнпур вӑйпа хирме пуҫларӗҫ. Вӗсем пӗр чӗнмесӗр ӗҫлеҫҫӗ. — Аван пулӗччӗ, — терӗ Гленарван, — капла вӗт мӗнле пулсан та Эленпа Мэришӗн йывӑр асап пулать. Ҫак ҫӳрев ҫинчен ман ҫырусен иккӗмӗш пайӗнче ҫырса пӗлтернӗ. Пӗр сӑмах та пулин илтмесӗр, сиктерсе хӑварасран хӑраса, пурте пуҫӗсене стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан икӗ хура ҫаврашка патнелле ҫӗклерӗҫ. Кунта верандӑра пирӗн — эрех ларать, кунтах ҫыртмалли те пулать. Лешӗ ман ҫинчен, ку пӗр уйӑх та пурӑнаяс ҫук тесе, май килнӗ чух мана алӑран ӑсатса янӑшӑн хӗпӗртесе кайрӗ. Эпӗ паллашатӑп Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, галерейӑра ман ҫинчен калаҫмаллаччӗ, анчах эпӗ таврӑннӑ вӑхӑтра унта сӑмах ман ҫинчен пымастчӗ; Анчах сасартӑк пире французсем тапӑнаҫҫӗ. — Килте-ши вара вӑл? Карапсем тытакан пуян хуҫа ҫемйинче ун пек ӗҫ тӑвакан пурри ҫинчен никам та шухӑшлас ҫук. Кунсӑр пуҫне доксенче ӗҫлекенсене эсир пурне те пӗлетӗр. — Майпентерех! Хытӑ ан калаҫ, чунӑм! Мӗн ҫине тиесе ӑсатмалла. вӗсене, ӑҫта ӑсатмалла?» — тет. — Кимӗ ҫинче, — куҫарса пачӗ тухтӑр. Ҫакна вӑл тӳрех туйса илчӗ те хӑюллӑланчӗ.) Ҫапла кала-кала макӑрать вӑл. Питӗ лайӑх негр ҫак Джим! Хӑй вӑл ҫапах та хӑрамарӗ-ха, Дениска пекех хаярланса пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах аллинче пушӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханчӗ. Кунта шыв урлӑ каҫнӑ чухне, Шепетовкӑри комсомол организацин членӗ Миша Левчуков пӗтет. — Ан ачашлӑр-ха мана тархасшӑн, — терӗ те вӑл, Кандов енне ҫаврӑнса тӑчӗ: — Кандов господин, юри йыхрав чӗнтерсе янипе Бяла Черкваранах килсе ҫитнӗшӗн сире мӗнле тав тӑвасса пӗлсе те ҫитерейместӗп ӗнтӗ… Ҫул тӑрӑх кил енне, сылтӑмалла ҫавӑрӑннӑ май, вӑл та ҫулпа пыраканнисене курчӗ. Аркадий Павлыч унӑн кӑмӑлне тивӗҫтерчӗ. — Никам та мар. — Юрамасть, кирлӗ те мар. Ӑна вӑрман хӗррине пӑрахса хӑварса, хам ҫуранах вӑрманалла кӗрсе пытаннӑ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑна ытла хӗрхентӗм эпӗ — ӑрӑмҫӑ ҫӑлса хӑварчӗ вара мана. Атте темле путсӗр пулнӑ пулин те, вӑл асма та пӗлнӗ, ӗҫлеме те пӗлнӗ. Ах, эсӗ, юбка тӑхӑннӑ анчибал! Унӑн пӗртте вырӑнта ларас килмерӗ: сӑмахӗсене итлемесӗр, тӗлӗкри пек, вӑл хӑй туймасӑрах кӗлӗри уйрӑм тӗлсене асӑрхаса ларчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав кӗлле хӑй паллакан ҫула ӗлӗкрен пӗлнӗнех хӑнӑхса ҫитнӗ. Пачӑшкӑ кӗлӗре пӗр-пӗр ҫенӗ япала ҫинчен хушса каласанах, Томӑн хӑлхи ӑна ҫавӑнтах сисрӗ, вара унӑн пӗтӗм ӑшчикки пӑшӑрханчӗ, ҫав кӗлле пӑртак пӑснине те вӑл лайӑх мар, тӳрӗ мар хӑтланни вырӑнне шутларӗ. Темиҫе хутчен чӗнсен тин вӑл пуҫне ҫӗклет, вара унӑн пачах та хускалманнипе хӑрушла курӑнакан ҫав тери пӗчӗк куҫ шӑрҫисенче хаяр ҫилӗ ялкӑшма тытӑнать. Вӑл хыпаланнӑ, малалла ярса пуснӑ хушӑра хыттӑн сывланӑ, тарӑнрах ҫӗре ҫитес умӗн вара, шыв тӗпӗнчи чултан такӑнса, малалла лаплатса ӳкнӗ те шыва шампӑртаттарса илнӗ. Ҫапла вара Мария Гавриловна ӗҫе ниепле кӗтмелле мар татма шут туса хунӑ та, юрату ҫинчен сӑмах пуҫланассине тем пекех кӗте пуҫланӑ. Унӑн саплӑклӑ, кивӗ пушмак тӑхӑннӑ урисем ҫӳллӗ курӑк ӑшне пытанчӗҫ. Офицер эрехпе, вӑйӑпа тата юлташӗсем кулнипе хӗрсе кайрӗ, ӑна Силвио мӑшкӑлланӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл, урса ҫитсе, сӗтел ҫинче ларакан пӑхӑр шандала тытрӗ те ӑна Силвио ҫине вӑркӑнтарчӗ, лешӗ кӑшт ҫеҫ пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ. — Акӑ, Алексей Григорьевич никама та кӳрентермен-ҫке, — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ. Ҫавсене пуҫтарса пӗрлештермелле пулать. Вуласа пӑхӑр, тархасшӑн, господа присяжнӑйсем! «Халь кӑна ан тухтӑрччӗҫ», — шухӑшларӑм эпӗ. Хӑй тӗтӗмпе чыхӑна-чыхӑна илчӗ, нимӗнле хӑрушлӑх ҫинчен те шухӑшламарӗ. Сылтӑм енчен хамӑра хӳтӗлекенсем персе тӑчӗҫ, кӑшкӑрашни илтӗнчӗ. Стумп хӑвӑрт лаша патне пынӑ та унӑн хӳрине ҫӗклесе, ӑна асапран хӑтарнӑ. Огнянов тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Ҫавӑнтан таврӑннӑ чухне эпир пӗр пилӗк осетина тӗл пултӑмӑр; вӗсем пире пулӑшасшӑн пулчӗҫ, пирӗн урапасене хыҫалтан тӗксе тӑвалла май тӗртме тытӑнчӗҫ. Кирпӗч лутра купол айӗн куҫа шартаракан сарӑрах ҫутӑ ялкӑшса кайрӗ. — Пит те кӑмӑла кайрӗ! — терӗ Николай, сасартӑк вӑратнӑ пек кӑртах сиксе. Эппин, Дик шутласа тупнӑ мел пит те аван пулчӗ — ҫак ҫивӗч куҫлӑ чӗрчунсем те ҫынсене асӑрхаймарӗҫ. Мӗн тӑвӑп? — Нивушлӗ эсир ӑнланмастӑр, — терӗ малалла майор, — Грант капитан хӑй кӑтартса панӑ вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе кайса ӑна шыраса тупас шанӑҫ сахал пулсан та, шыравсене пур-пӗрех малалла тӑсас пулать? Пӳрт чӳречисем тӗттӗм, — эппин, Гусев таврӑнман-ха. Кострома ҫавӑнтах мӑшкӑласа ыйтрӗ: — Ҫирӗм пуса — хӑратӑн-и мӗн? — терӗ. «Ҫак илемлӗ уйӑх пытанса лариччен кунта кӗтсе тӑни усси ҫук, — тесе шухӑшланӑ вӑл, хӑй тем пирки пӑшӑрханнӑ пек. Житейкин сав тери ӗҫсе лартрӗ те, аллинчи вилкипе сулкаласа, килӗшӳсӗр те хаяррӑн юрласа ячӗ: Бойцы вспоминают минувшие дни И битвы, где вместе рубились они… Атӑлӑн хура шывӗ хурланчӑклӑн, шӑппӑн бортсем ҫумне пыра-пыра ҫапӑннӑ. Старик хӑй те иккӗленерех тӑчӗ; Санинпа Джемма ку ӗҫе пит те васкаса тунине ырламарӗ, тепӗр тесен вӗсене вӑл ятласшӑн та пулмарӗ, кирлех пулсан вӗсен хутне кӗме те хатӗр пулчӗ; ытла та юратман ҫав вӑл Клюбера! Дымов, пуҫне чышкисемпе тӗревлесе, хырӑмӗ ҫинче выртать, вут мӗнле ҫуннине сӑнать; ун ҫине Степка мӗлки сике-сике ӳкет, ҫавна май Дымовӑн илемлӗ пичӗ пӗрре тӗксӗмленет, тепре сасартӑк ҫутала-ҫутала каять… Аманнӑ, ҫапах та чӗрӗ юлташӗсене шывран туртса кӑларма, урса кайнӑ кита карап кӳлепине ҫаптарма Дикпа ун юлташӗсем вӑхӑтра пырса ҫитеймерӗҫ. Патрон хумалли сумкине тата тар хумалли пысӑк ҫурла майлӑ мӑйракине сылтӑм енчен хулпуҫҫи урлӑ ансӑр чӗнпе ҫыхса, ҫакса янӑ. Мӗнле авӑр тӗпне ҫитсе чарӑнасси ҫинчен те вӗсен шухӑшлама вӑй-хал ҫитмест. Медсанбат мӗнле ӗҫленипе паллашма килнӗскер, Горева Венӑна ирӗке кӑларичченех дивизи ҫумӗнче юлма шутларӗ, вӑл халех малта ҫапӑҫакан батальонсенчен пӗрне кайма шухӑш тытрӗ. Акӑ вӑл юратнӑ сӑвӑсене аса илсе калать, анчах та, Аркадие тата вӑл панӑ «Stoff und Kraft» кӗнекене аса илсе, сӑвва калама чарӑнать те, ларнӑ ҫӗртен тӑмасӑрах пӗччен шухӑшӑн хурлӑхлӑ та савӑк вӑййипе киленсе ларать. Ӑна никам та ӑсатма тухмарӗ, ҫакӑ ӑна питӗ тарӑхтарчӗ. Эпӗ сан вырӑнта пулсан (ҫапла тума эсӗ йышӑнтартӑн, пире те хӑв май ҫавӑртӑн), ҫав йӑнӑша большевикла хӑюлӑхпа йышӑннӑ пулӑттӑм та чӑх-чӗпсене тата ытти кайӑк-кӗшӗксене каялла илсе кайма хушӑттӑм. Унӑн арӑмӗ, ватӑ та мӑкӑртатаканскер, кунӗ-кунӗпех кӑмака ҫинчен анмасть, чарӑна пӗлмесӗр мӑкӑртатса вӑрҫать; ывӑлӗсем унӑн сӑмахне пӑхмаҫҫӗ те, анчах кинӗсене вӑл турӑ пек хӑратса пурӑнать. Анчах та хальхинче пирӗн хушӑра пирӗн пата нумаях пулмасть куҫарнӑ офицер пурччӗ. Вӑрман хӑйӗн лапсӑркка юманӗсен пуҫӗсене тая-тая кашлать. Маша шухӑшлать: «Мӗн шырать? Стражниксем ун хыҫҫӑн чупрӗҫ. Пӗтӗм урама кӑшкӑрашу та ура тӑпӑртӑтни янӑратрӗ. Вӑл, Кинтильян Семеныч, кирек епле шухӑшласан та… Влас каллех кулса ячӗ. Пуху тӗлӗнсех кайрӗ. Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче пирӗн ҫынсен ҫӗнӗ сӑнарӗ палӑрчӗ. Пирӗн ҫын — хамӑр ҫӗршыв туса пыракан аслӑ ӗҫе чун-чӗререн парӑннӑ ҫын, хӑйшӗн ҫеҫ мар, пӗтӗм халӑхшӑн тӑрӑшать вӑл, пӗтӗм тӗнче пурнӑҫӗшӗн ответлӑха туйса тӑрать. Эпӗ сире кимӗпе пӗр кӗсменҫӗ паратӑп. Унӑн икӗ ят пулнӑ: патриотсене хаяррӑн асаплантарса вӗлернӗшӗн ӑна Кӑваккисене хӑратакан Аҫа-ҫиҫӗм тенӗ, калама ҫук хӑрушӑ сӑн-питлӗрен — Иманус тенӗ. Темиҫе минутран мана чалӑш куҫлӑ горничная чӗнсе илчӗ, хӗрача итлемест, манпа сывпуллашмасӑр ҫывӑрма каясшӑн мар, тет. Мисс, лӑплантарӑр ӗнтӗ ачана!.. Вӑл унта ҫуралнӑ… — Ара эсӗ хӑв аҫа йытӑран тарса сирпӗннӗ терӗҫ мар-и. Тарнӑ чухне тӑсӑлса ӳкнӗ те, йытти вара хӑвӑн хӑлхусене, сысна хӑлхине турткаланӑ пекех турткалама тытӑннӑ терӗҫ, — хушса хучӗ итлесе тӑраканнисенчен пӗри. Ӗҫ — питӗ ҫӑмӑл. Эпӗ вӑл сан ҫине аплах утланса ларман пуль тесеттӗм. Аялти йӗммине пӑрахиччен тӑхтама унӑн чӑтӑмӗ ҫитеймерӗ, ҫавӑнпа вӑл, сӑхсӑхса илчӗ те, тӗксӗм те ырхан аллисемпе хӑлаҫланкаласа, аялти йӗммипех шыва кӗрсе кайрӗ… Эпӗ каласа пама килӗшмесӗр алӑк патнелле утрӑм. Ҫак вӑхӑтра Катя хӗрелсе кайрӗ, ку вара маншӑн лайӑх пек те туйӑнчӗ. «Чунӑм, — терӗм эпӗ, — эсӗ курмастӑн-им эпӗр шӳт тунине? — Ах, вӑл мӗн тери амӑшӗ евӗрлӗ. Ҫарта, вӑл икӗ ҫула яхӑн служить тунӑ. Тупнӑ янрамалли вырӑн… Эпӗ сана халатпа ҫӳренине куртӑм-ҫке? Ярӑр ӑна! — Мана эсир манатӑр, — пуҫларӗ вӑл каллех: — вилнӗ ҫын чӗрӗ ҫынна юлташ мар. Вӑл яланхи пек тасаччӗ, шукӑльччӗ; яланхи пекех — пире тӳрех куҫран пӑхрӗ. — Ыран, съезд хупӑнсанах, эпӗ тухса каятӑп, — терӗ вӑл. Автора малтан кӳршӗри хулана, унтан тӗп хулана илсе каяҫҫӗ. Ҫакӑн пек ӗнтӗ пулнӑ манӑн девиз. Хӗвел ури тӗлне пулнипе ҫуттӑн курӑнса кайнӑскер, вӑл пӗр самантлӑха ҫулӑм хыпса илнӗ сӑмала факелӗ пек йӑлтӑртатрӗ: унӑн ҫунаттин тӗкӗсем витӗр вирхӗнсе тухакан сывлӑш, тӑвӑл чухнехи пек кӗрлеттерсе шӑхӑрса юлни те илтӗнсех тӑрать, анчах ҫӗр ҫумне вӗҫсе ҫитесси пӗр аллӑ чалӑша яхӑн юлсан, ҫӑхан вӑртах ҫаврӑнса тӳррӗн вӗҫме пуҫларӗ, ҫунаттисемпе лапсӑртатма тапратрӗ, вара кӗҫех, хӑлхана ҫурса ярас пек типпӗн шартлатса, аслати килсе ҫапрӗ. Соломбал масарӗнчи пӗр вилтӑпри тӗлӗнче пайтахчен чарӑнса тӑтӑм эпӗ. Ҫавӑн айӗнче «Петр Кузьмич Пахтусов поручика пытарнӑ; хӑй вӑл походсенче хӗн-хурсем курса 36 ҫула ҫитсенех вилсе кайнӑ». Тӗрлӗрен йӑпану-хавасланусене вӑл, калӑпӑр, ташӑ, спектакль т. ыт. те, хӑйӗн хытса чулланнӑ пӗтӗм чунӗпелен курайман, ҫавӑнпа хӑйӗн салтак лексиконӗнчи чи чыссӑр та чи ирсӗр сӑмахӗсене пӗтӗмпех вӗсене хӑртас, пӗтерсе тӑкас ҫӗре янӑ. — Вӑт сирӗн пирки калама пӗлместӗп, тем тунӑ пулӑттӑр. ССР Союзӗнче унӑн составӗнчен тухасшӑн тӑракан пӗр республика та ҫук, ҫавӑнпа ҫав 17-мӗш статья ӗҫре кирлӗ пулас ҫук, тесе калаҫҫӗ. Кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ, таҫта инҫетре, уй-хир ҫийӗн вӗҫе-вӗҫе ҫухалса, юрӑ янӑрать. Пӗр вӑхӑтрах бассемпе те, дискантсемпе те калаймарӑм; ҫакӑ, паллах, эпӗ музыка лайӑх калассине пит кансӗрлерӗ. Вӑл вӗсене мӗнле ҫӗнме пултарни ҫинчен пиртен нихӑшӗ те нихӑҫан та пӗлмерӗҫ. Вӑхӑта ҫухатмасӑр бушприт тӑрӑх улӑхса, палуба ҫине кутӑн персе антӑм. Эсӗ хӑвах пӗлетӗн, ҫапла… Анчах унта Совет Союзӗн пӗрре вуннӑмӗш пайӗ кӑна вырнаҫма пултарать. — Халлӗхе нимех те, — куларах тавӑрчӗ Дик. Пысӑк мар йывӑҫ чиркӳре священник кӗлӗ туса ирттерчӗ, пурне те турӑ шывӗ сапрӗ, пурте хӗрес чуптурӗҫ. — Ҫакӑн пек шӳтлӗ ҫивӗч сӑмах каланипе исправник ахӑлтатса кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн Шабашкин та, унпа пынисем те кулаҫҫӗ. Савӑнса кайнӑ Троекуров, ун аллинчен хур шӑмми (перо) илсе, суд решени айне, пӗтӗмпех унпала килӗшни ҫинчен пӗлтерсе, алӑ пусать. — Те-елей! Лару ҫапла вӗҫленчӗ. Пылчӑклӑ ҫул аяккисенче мӑкланса кайнӑ чӑрӑшсем лараҫҫӗ. Ку вӗсен тивӗҫӗ вӗт. Павелпа Жаркийсӗр пуҫне, кунта пуҫтарӑннисенчен пурте тенӗ пекех ватӑ большевиксем. Тусанланса пӗтнӗ, ывӑннӑ Петр хуллен садалла, шӑллӗн чиесемпе улмуҫҫисем хушшинче типтерлӗн пытаннӑ шурӑ кельи патнелле утса кайрӗ; утнӑ май вӑл: кӑлӑхах кунта килтӗм, ярмаркӑна каймаллаччӗ, тесе шухӑшларӗ. Икӗ еху ҫапӑҫнине усӑ курса, виҫҫӗмӗш еху чула хӑй патне йӑтса каять. Хӗрринчи хӳмине кӑшт айккинелле пӑрса ямаллине, сада вӑшт! ҫеҫ сӗвӗнсе кӗмеллине, Петькӑпа манран пуҫне, никам та пӗлеймен. Кӑмӑлу пулсан — музыка итле, кӑмӑлу пур-тӑк — садра вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ чечек тат, унтан спектакль пӗтсен, халӑха сут. Ҫыххи пилӗк пус тӑрать! Акӑ кадетсен ҫурчӗ; карташӗнче матрац тиенӗ лавсем тӑраҫҫӗ, ҫутӑ шинеллӗ ҫынсем, те офицерсем, те гимназистсем, темшӗн матрацсене пӳрте йӑта-йӑта кӗреҫҫӗ, иккӗмӗш хутри чӳречесене матрацсемпе хуплаҫҫӗ. Акӑ Афонин сӑрчӗ, хула халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ку вал ҫӗр айне юлнӑ чиркӳ пулать. Сехетсерен уҫӑмланса пыракан сирсе ярайми хӑрушӑ чӑнлӑха хирӗҫ Дик Сэнд куҫне хупса тӑма шутламарӗ. Ҫамрӑк йӗкӗт именнипе пӗр хушӑ чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн ӑнлантарса пачӗ: — Пӗлетӗр-и, пирӗн кружокри студент, урӑхла каласан — пирӗнпе вулаканни, пире Павел Власовӑн, пӗр рабочин амӑшӗ ҫинчен каласа пачӗ. Майӑн Пӗрремӗшӗнчи демонстраци пирки илтнӗ-и? Ҫынсем, енчен енне тайкаланса, сулӑ тӑрӑх ҫӳренӗ, вӗсем шурӑхса кайнӑ, ӗшенчӗк пулнӑ, пӗр-пӗрне темӗнле ҫыхӑнусӑр, килмен сӑмахсем каланӑ. — Сыв пул, ман телейӗм, манӑн кӗске-кӗске телейӗм! Казаксене вӑл хӑйсем патнелле чупса ҫывхаракан Макара хирӗҫ тӑма тӗрте-тӗрте кӑларать, Демид Молчуна аллисенчен ҫатӑрласа тытнӑ та, ун ҫине хаяррӑн пӑхса: «Казак пулатӑн-и вара эсӗ?.. — Ҫук, манан каймалла, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ. Ҫакӑнпа чапа тухнӑ. Вӑл мӗншӗн хытӑ сывланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та сӑнӗ унӑн тӗлӗнмелле тискер. — Мӗнле-ха, — тет Том, — ара, Джим вӑл… — Маринка, кил кунта! — чӗнчӗ карчӑк. Тепӗр кунне манӑн аттепе Бертонсем — Артурӑн тӑван мар пиччӗшӗсем, ҫав тери киревсӗр этемсем — Артур ӳтне шывра кунӗпех шырарӗҫ; эпӗ пӳлӗмре пӗччен ҫеҫ ларса, хам мӗн туни ҫинчен шухӑшласа лартӑм. Джемма темиҫе ҫекунд чӗнмесӗр тӑчӗ. — Каҫхине ман патӑма атте кӗчӗ те:«Джемма, хӗрӗм, аяла ан-ха; унта пӗр ҫын килнӗ, вӑл сана курасшӑн», — терӗ. Гек каллех вырӑнне ларчӗ те пӗр сехете яхӑн кӗтрӗ. Хупса лартнӑ ҫынӑн пит йышлӑ тӑшманӗсем, хӑйсем тем шутланипе, событисене пур майпа та шутсӑр васкатса пынӑ, унӑн тусӗсем вара чылай сахалтарах пулнӑ та, тӑшмансене хирӗҫ тӑма ҫителӗклех вӑйлӑ пулман. Пурӗпӗрех ҫав тери ҫӳлӗ хӳме ҫине никам та улӑхас ҫук вӗт. Вӑл та ҫавӑнтах шурса кайрӗ. Спаҫипӑ турра, халӗ ӗнтӗ инҫе мар, тесе шухӑшланӑ вӑл. Ыйтатӑп санран… Вӑл ҫӳлте пурӑнатчӗ; амӑшӗ тухатмӑшехчӗ ӗнтӗ, шуйттанахчӗ; мана ҫав тери юратмастчӗ, пыраттӑмччӗ ҫапла няньӑпа (юлташпа ӗнтӗ), Гирчик тесе чӗнетчӗҫ. Юлашкинчен Ерофей Кузьмич сасартӑк ялтан тухса кайса ҫухалнӑ — таҫта аякка телей шырама тухса кайнӑ-мӗн. Ҫак октябрьти ҫиллӗ кун Лозневой ӑшчикӗ ӑраснах хытӑ вӑркама пуҫланӑ-мӗн. Ку ӗҫе мӗнле майпа тунине эпир пӗлейместпӗр. — Ну, протезсем мӗнле? Ҫапла ҫав! Гек кирпӗч сарайӗн кӗтесси патнелле вӗҫтерчӗ. Хутран-ситрен кӗнеке ҫемҫен кӑна урайне шаплатса ӳкет. Вӑл килнине пӗлсех тӑратпӑр (пирӗн салтаксен хушшинчи сас-хыпар яланах тӗрӗс пулать), анчах вӑл ӑҫта пулассине ниепле те пӗлейместпӗр. Ҫав кунтан пуҫласа вара вӑл кунсерен хӑйӗн Ясьне кӗтсе илме тухатчӗ. Эпӗ мӗскӗн еху кӑна, ҫавӑнпа хама валли никам пурӑнман улах вырӑн шырани ҫинчен, ҫав вырӑнта вара мӗн виличченех пурӑнса ирттерме ӗмӗтленни ҫинчен каласа патӑм. Пӗчӗк Джека ватӑ Нэна тыттарса, Геркулес та хӑватлӑн ӗҫе тытӑнчӗ. Учӗнӑйсем вӑл ҫак канӑҫ паман шухӑшран та хӑтӑлма пултарать терӗҫ. Кӑшкӑратӑп вӗсем ҫине, вӗсем тата ытларах ҫаптараҫҫӗ. Март уйӑхӗн вӗҫӗнче, каҫхине, пекарньӑран магазина пырсан, эпӗ магазинра сутакан хӗрӗн пӳлӗмӗнче Хохола куртӑм. Кӑштах вӑхӑт иртсен, Егорушкӑна ыйхӑ витӗр Соломон хӑйне пӑвса тӑракан курайманлӑха пула еврейсем ҫинчен епле васкавлӑн та селӗплӗн хӑрӑлтата-хӑрӑлтата калаҫни илтӗнме пуҫларӗ; малтан вӑл вырӑсла тӗрӗсех калаҫрӗ-ха, кайран пӗрре тахҫан палаканра еврейсен пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ чухнехи евӗр юриех акцентне палӑртса калаҫма тытӑнчӗ. Ҫанталӑк калама ҫук лайӑх тӑрать; йӑлтӑртатакан хӗвел ӑшӑтать, анчах пӗҫертмест; симӗс ҫулсӑсем хушшинче уҫӑ ҫил хыттӑн шавлать; ҫӗр тӑрӑх ҫӳллӗ, ҫаврака пӗлӗтсен мӗлкисем тӳлеккӗн те хӑвӑрттӑн шӑваҫҫӗ. Испанец каллех хулана пырса тухсан, хӑй тавӑрма шухӑшланине ӗҫе кӗртме май шыранӑ чухне, ӑна яланах хыҫран астуса ҫӳремелле. Кӗркунне рабочисем килӗшӳсӗр чул лавкасене ҫӗмӗрнине, ҫуркунне вара ҫавӑн пек лавкасемех кунне астуса эпӗ виҫӗ ҫул хушши вилӗ хулара, пушӑ ҫуртсем хушшинче «десятник» пулса ирттертӗм. — Юрать-и? — ыйтрӗ Воропаев кӗнӗ хыҫҫӑн. Унӑн сарлака, пур енчен те уҫӑ выртмӑшӗ, йӑла-йӗркепе килӗшӳллӗн, ҫывӑрмӑш варринче, кавир сарнӑ ҫӳллӗ ҫӗрте ларать. — Тусӑмсем, — терӗ Дик, — рей ҫумне тепӗр парӑс хушса ҫыхӑпӑр — пирӗн марселе тӑвӑл татса кайрӗ вӗт. Эпӗ тӗлӗннипе куҫӑмсене чарса пӑрахрӑм. Пичче ҫавӑнтах:— Аксель, мӗн пулчӗ сана? — тесе ыйтрӗ. Газсенчен тӑнине пула, унӑн тӗрлӗрен пайӗ тӗрлӗрен хӑвӑртлӑхпа ҫаврӑнать. Эсӗ патшана вӗлерекенсемпе — престола хирӗҫ, эсӗ турра ӗненекен ҫынсемпе — чиркӗве хирӗҫ. Шыв талккишӗ хӑватлӑн та чаплӑн, ним сассӑр пекех юхать. Ӑспа-тӑнпа вулама тата ҫырма вӗрентеес ҫуккине курса, — ку шухӑша тӗппипех пӑрахӑҫлама тиврӗ, — эпӗ ӑна патаксем ҫеҫ туртса алӑ пусма хӑнӑхтарма пуҫларӑм. Турӑ лаши пӗччен пулман. Марин старик хӑех лекӗр пулса тӑчӗ — медицинӑра хӑй пӗлнӗ пек тӗшмӗртет иккен вӑл, — ун карчӑкӗ тата апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнӑ ӑсталӑхне кӑтартма тӑрӑшрӗ. Ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен тӗплӗ сведенисем илнӗ хыҫҫӑн, Калугин Пестпа пӗрле блиндажран тухрӗ. Коллежски асессор кулмасть. Чӳречерен музыкӑн хӑлхана хупласла сассисем кӗмсӗр! те кӗмсӗр! янӑрарӗҫ, ҫине-ҫинех пӗрешкеллӗн чӑнтӑхрӗ курайман тромбон, тӗрӗк параппанӗ вара, калӑн, ниҫта та мар, Ромашовӑн хӑй пуҫӗнчех танкӑр-танкӑр танлатрӗ те пантӑр-пантӑр панлатрӗ. — Халӗ ӗнтӗ тул ҫутӑлчӗ, — терӗм эпӗ ӑна юлашкинчен. Хӗрачасене вӑл яланах ниҫта шӑнӑҫман йӗрӗнкеҫсем каласа тултарать, ҫавӑнпа лешсем йӗрсе ярас патнех ҫитеҫҫӗ. Калаҫӑва пуринчен ытла Арчаковский поручик ҫавӑра-ҫавӑра илчӗ — самаях иккӗленчӗклӗ этем, шулер тесен те юрамалласкер. Тепри ӑна пӗлтерсе:— Маркиз пулнӑскер, — терӗ. Манӑн сӗнӗве сасӑласа йышӑнатпӑр-и? Эп правленири качака такисен хуҫи мар, вӗсен командирӗ Давыдов, ун патне кай. Эмиль хӗрелсе кайрӗ, ним чӗнме аптрарӗ. Эп ӑна куратӑп. Фидель, Роза — мӗнле пушӑ ятсем, анчах та кусем ҫинчен калаҫас мар-ха. Кӑкӑрта чиккелет, тӑнлавра юн талтлатать, анчах сывлама ҫӑмӑл, — сывлӑш ҫемҫе те типӗ. Анархие хирӗҫ пирӗн йӗрке тӑвас тӗллев-туртӑма тӑратмалла. Тэчер судьяран хӑвӑр ыйтӑр, вӑл та сире ҫаплах калӗ. «Эпӗ, Демьян Демьянович, — пуҫларӗ Иван Иванович, юлашки ҫӑтӑм чейне ӗҫсен: «эпӗ сирӗн пата пӗр ӗҫпе килсеттӗм, эпӗ позов паратӑп». Тӗттӗмленсе ҫитсен, Людмила кӗнеке тытса тӑракан, шурӑн курӑнакан аллине аялалла ячӗ те:— Лайӑх вӗт? — Эпӗ сана, начартарах перет пулӗ, тенӗччӗ. — Негоро? — унран мӗн пӗлесшӗн пулнине ӑнланманнӑн ун хыҫҫӑн каларӗ Гаррис. Пирӗн патра ку вӑхӑтра мӗн тытма ухутана каяҫҫӗ, пӗлетӗр-и? КП валли вырӑн Лозневой батальонӗ хыҫӗнче, самаях инҫетри пысӑк вӑрман хӗрринче суйласа илнӗ. — Кам хака хумӗ ӑна? — ыйтрӗ те Аркадий, ҫав самантрах тата хӑй ӑшӗнче: «Мӗн тума кирлӗ вӑл?» тесе шухӑшласа илчӗ. Хӑйне ҫапла кӑмӑллӑ йышӑннине кура хӗпӗртенӗ тимӗрҫӗ майра патшаран темӗн те пӗр ҫинчен лайӑхрах ыйтса пӗлес тенӗччӗ: чӑнах-ши вӑл, патшасем пылпа сысна сали ҫеҫ ҫиеҫҫӗ тени, тата ытти те — анчах, запорожецсем хӑйне аякран тӗккелеме тытӑннине сиссен, чӗлхине чарма шут тытрӗ; майра патша стариксем еннелле ҫаврӑнса Сечӑра мӗнле пурӑнни ҫинчен, унти йӑласем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫласан вара, — вӑл кӑшт каярах чакрӗ те, кӗсйи патнелле пӗшкӗнсе: «Илсе тух мана кунтан хӑвӑртрах!» терӗ те, самантрах шлагбаум тулашне ҫитсе тӑчӗ. — Машина рабочин аллине татса пӑрахсан е хӑйне вӗлерсен — хӑй айӑплӑ, теҫҫӗ. Халӗ мана — хам мӗскер вӗренни ним чул та кирлӗ мар. — Мартра плана эсир ҫирӗплетнӗ вӗт? — Эппин, вара Динго малтан кам йытти пулнине, Африкӑна вӑл мӗнле лекнине никам та пӗлмест-и? Вӑл шутҫӑ патне упаленсе пычӗ. — Итле, Бойчо, сана тикан майри курнӑ, сана курни ҫинчен вӑл эп Марийкӑпа курнӑҫичченех влаҫсене пӗлтернӗ… «Эпӗ хам алӑпа ҫичӗ шляхтич вӗлертӗм, анчах пӗрин ҫинче те кун пек тумтир курмарӑм!» Ганко, пӗр-пӗр кирлӗ-кирлӗ мар хут татӑкӗ пар-ха, ҫыруне чӗркесе хурам. Ҫав тери чаплӑн тартӑмӑр пулсан, сулла салтӑр та кӗсменсене тытӑр! Кирен тӑваттӑмӗш ачине ӗмӗртетчӗ те вӗсен мӗн ҫинчен те пулин сӳпӗлтетме сӑмах тупӑннах тейӗпӗр. Кунта пӗр йӗркепе лартса тухнӑ симӗс сӑрпа сӑрланӑ ешӗксем пур. Кунта урапасемпе лашасем. Кунта хурансем, хурансенче пӑтӑ пиҫет. Приговор ҫинчен пӗлсен вара тепӗр майлӑ калаҫма пуҫларӗҫ. «Ҫук, ку ытлашширех! — Турӑ пӗлет-и вӗсене, батюшка Владимир Андреевич… Улпутӑм Кирила Петровичпа тем пирки килӗштереймен-мӗн те, лешӗ суда панӑ вара — тӗрессипе каласан, вӑл хӑйне хӑех судья та-ха. Унтан хӑнасем ыйтнипе Эрнст элегине, тӗрлӗрен урӑх кӗвӗсене каларӗҫ. Дубровский хапхана питӗрме хушрӗ, хӑй туппа тӗрӗслесе пӑхма кайрӗ. Ҫак хушӑра ҫил йӑлтах лӑпланнӑ, мачта ҫинчи парус усӑнса аннӑ. Хӗвеле малтан ҫав тери пысӑк, шурса кайиччен хӗрнӗ ҫаврашка тесе шухӑшланӑ. — Астӑватӑн пулӗ, Николай, Володя вӗри чирпе аптрасан, тӑхӑр кун куҫ хупмасӑр ун умӗнче лартӑм вӗт. Катя мана улталани паллахчӗ ӗнтӗ, ун амӑшӗпе Николай Антоныч хушамачӗсем пӗр пекех-ҫке. Эрне те иртмӗ, ман ҫинчен калаҫма тытӑнӗҫ. Савельич вӗсене систерме ӗлкӗрнӗ те иккен. «Ах, шуйттан выльӑхӗ! — Эпӗ ку — Женя! Эпӗ вӑл хӑйӗн шӑшийӗсене хурланӑшӑн кӳреннине туйса илтӗм. Тӗттӗмре, хусканӑвӗсене курса та мар, туйса, чухласа, Ромашов вӑл ҫӳҫне васкаваррӑн майланине ӑнланчӗ. Стрелочнике аллинчен тытса, ун ывӑлӗсем мана мӗнле кӗтсе илни ҫинчен хӗрӳллӗн калама тытӑнатӑп эпӗ. — Ӗлӗкхи хуҫа-кулакӑнне пӗтӗмпех хӑй вырӑнӗнче хӑвартӑм, пӳлӗм халь те ӗлӗкхи пекех, тӳшеклӗ-ҫытарлӑ кравате ҫеҫ уборщица пӳлӗмне лартма хушрӑм, пӗтӗмӗшпе илсен вара типтерлӗх ҫаплах юлнӑ, ҫакна пӗлсе тӑр: нимле казенщинӑ та, нимле официаллӑ япала та ҫук! Эпӗ, мӗнле пулсан та, кашни эрнерех пӗрер е ытларах та хут станицӑра пулатӑп. Хӑйне ӑнланманнине курсан, хӗрарӑм каллех каласа кӑтартма тытӑнать:— Пӗлетӗр-и, вӗсем манӑн ачасем, эпӗ ҫавӑнпа ыйтатӑп та сиртен, — тет. Гитлера ҫуратнӑ халӑх историрен хӑйне валли нимӗнле ырлӑх та кӗтме пултараймасть. Кунта ҫынсем хӑйсем евӗрлӗ ҫынсенчен яланах тарса пытаннӑ. Анчах ӳкӗте кӗме пӗлмен часовойсем делегатсене кӑна кӗртеҫҫӗ, лешсем хӑйсен мандачӗсене мӑнкӑмӑллӑн кӑтартаҫҫӗ те чарса тӑракан ункӑ витӗр кӗрсе каяҫҫӗ. Камран иккенне пӗлетӗн-и? Ҫакӑн пек тыткалани мӗскӗнсемшӗн пурӗпӗр тесе шутламалла мар. — Тен, вӑл ун хуҫи пулнӑ пуль. Тӗлӗнмелле лайӑх ӑнланатӑп эпӗ ӑна халӗ! Ман шутпа, ҫак ыйтӑва тӗрӗс тӗпчесе пӗлни апла ӳпкелешни пирӗн те, ҫав халӑхӑн та пачах та тӗрӗс маррине кӑтартса пама пултарать. Тепӗр чух тата хаҫат вуланӑ хыҫҫӑн шухӑша кайнӑ, минтер ҫине тайӑнса, ҫӳлелле пӑхса выртнӑ, е сасартӑк хӑйӗн кавалерисчӗсем ҫинчен интереслӗ историсем каласа пама тытӑннӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх вӗсем пурте — герой ҫумӗнче герой, маттур ҫумӗнче маттур пулнӑ. Ҫук, ҫутта чун-чӗрепе туйса тӑма пултарасси ҫак тӗттӗм пурнӑҫ витӗр тухса пулас ӑрусене те куҫма тивӗҫ. Жоржетта пӳрнине тути ҫумне тытса нимӗн те чӗнмерӗ. — Носкова, сунарҫа чӗнесчӗ, вӑл купӑс пит лайӑх калать… Хӑшпӗр минутсенче этеме малашлӑх ҫав тери кичеммӗн курӑннӑран вӑл ун ҫинчен шухӑшласа пӑхма та шикленет, ӑс-хакӑлпа тишкерме пӑрахать, хӑйне малашлӑх пулмасть, иртсе кайни те пулман тесе ӗнентерме тӑрӑшать. — Мӗнле хурал? Анчах вӑл паян сахал калаҫрӗ — ҫакӑншӑн эпӗ хам айӑплӑ-ха, — тесе шухӑшларӗ Елена, — эпӗ унран ыйтса пӗлмерӗм, тепре куриччен тӑхтас-ха; куҫӗсем унӑн пуҫри шухӑш-кӑмӑлне палӑртаканскерсем, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын куҫӗсем! Огнянов ҫакна асӑрхасан шурса кайрӗ, ҫамкине тар тапса тухрӗ. — Вӑл халь тупӑнчӗ. Пӗлсе ҫитсен, мана юратӗ-ха тесе, сана эпӗ илсе кайма шутланӑччӗ, йӑнӑшрӑм иккен. — Пӗлнӗ! — терӗ Софья хыттӑн. — Пӗр сехет ирттерсе ярсанах, ҫулталӑкӗпех те тавӑраймӑн, — тенӗ вӑл, вӑрманпа хак хӑпартса илме пултаракан хуҫасем ҫинчен астуса илсен. Мӑкарычне укҫан пачӗ-и е тырӑ халлӗн-и? — Вара ҫак мӑйӑхлӑ ватӑ пит-куҫра темӗнле ырӑ туйӑм йӑлтлатса илчӗ. — Пӗтме маннӑ чун тетӗн-и? — пӳлчӗ ӑна тухтӑр. Вӑл ҫавӑн пек хут листисене пур ҫӗре те илсе ҫӳрерӗ, вара ӑнсӑртран тенӗ пек вӗсене паллаканӗсемпе юлташӗсене кӑтартрӗ. Ҫакӑ вара ӑна килентермеллипех килентерчӗ. Тинӗс вӑл — вӑрттӑн сыхласа тӑракан тӑшман. Тӑшман куҫ умӗнче чухне кашни йӑнӑшшӑнах персе пӑрахаҫҫӗ. Микстурка пит пылак, сироп кӑна. Сывлӑшсӑр ҫӗрте ҫӳремелли костюмсем шыв айӗнче ҫӳрекенсен костюмӗсенчен чылай авантарах. Ҫакна илтсен, Фигура сехӗрлене пуҫларӗ. — Питех те тӗрӗс. Анчах, калас пулать, кайран та маориецсем ҫын какайне аса илсенех сӗлекисене юхтарӗҫ. Пуринчен ытларах вӗсем тӗнчере хӑйсен ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ҫынсен какайне пахарах шутлаҫҫӗ. Ҫапла, эпӗ каларӑм-ҫке-ха вӗсем япала ҫине политика енӗпе пӑхаҫҫӗ тесе. Ҫак хӳтлӗхе тупни Дик Сэндпа ун юлташӗсемшӗн пысӑк ӑнӑҫлӑх пулчӗ. — Негоро каялла таврӑнсан, ку вӑл вӑрланӑ укҫана тӗплӗ вырӑна пытарнине пӗлтерет. Мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха вӗсем?» — Сӗлӗ пур-и санӑн, Яков Лукич? Гонг шӑхӑртсассӑн Ривэра хӑй йӗри-тавра темӗнле хӑрушлӑх пуррине сиснӗ. — Ӑҫта-ха крепӑҫӗ? — тесе ыйтатӑп тӗлӗннипе. Зала таврӑнтӑм. Лӑп та шӑп ҫак вӑхӑтра вальс чарӑнчӗ. Вӑл ҫӑмӑллатать, — канаш пачӗ Нагульнов, ялкӑшма тытӑннӑ куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, питҫӑмартинчи кӑрт та кӑрт туртӑнкаласа илекен мускулне алтупанӗпе тӑртанса кайичченех чӑмӑртаса тытса. Хӑйӑра турттарса килчӗҫ. Анчах Павка Серёжка амӑшӗ мӑкӑртатса вӑрҫнине итлесе тӑмарӗ, часах урамалла чупса тухрӗ. Пурте телейлӗ пулӑр! Тӳссе тӑраймасӑр, Нагульнов куҫхаршине ҫӗклерӗ, тӗлӗнсе:— Ӑҫтан килсе тухрӑн эсӗ, мучи? Ҫапла ҫеҫ кала, — пӗлтӗн-и?! — тесе хунӑ. — Хреснатте! — салхуллӑн, хаяррӑн калана Фома. — Кӑна эп итлеме пултараймастӑп… Вӑл, мошенник, хӑйӗн лашине ман пахчана кӗртсе янӑ… Марко пӗшкӗнчӗ те тухтӑра хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса ҫакӑн пек пӗлтерчӗ: — Итле, тухтӑр! Ҫӗрӗн сывлӑшӗ комета хӳрин газӗнчен миллиардшар хут ҫӑрарах. Ҫавӑн чухне поручика суд туса крепӑҫе хупмалла турӗҫ, унӑн амӑшӗ калать… — Чӑнах та, ярса пӑхам-ха эпӗ ӑна Кама ҫине, — шухӑш тытнӑ Игнат. — Юрать, — терӗм эпӗ, харкашнине пӳлсе. Хӑвӑртах юлтӑр пӑшалӑр, ан тив вӑл пӑлтӑр кӗтессинче тӑрса ҫӗрсе, тутӑхса пӗттӗр, тек калаҫассӑм та килмест ун ҫинчен». Николай ӑна пӑшӑрханса кӗтсе илчӗ: — Эсир пӗлетӗр-и? Иксӗмӗр те кунта эпир. Пӗр минут хушши пек ним шарламасӑр ҫырткаларӗҫ. «Благороднӑй дамӑна», ҫитменнине тата, княгиньӑна хирӗҫ хуравламасан юрамасть, анчах мӗнле хуравламалла — аннеҫӗм чухласа илеймен иккен. Бетанкур каналӗ урлӑ каҫнӑ чухне лаша урисем йывӑҫ кӗпере кӗмсӗртеттерме тытӑнсан питех те хӑрушӑ пулса кайрӗ — Артамонов кӗпер путса анса каяссине, пурте ним хускалмасӑр тӑракан, смала пек хура шывра пӗтессине кӗтрӗ. Килне ҫитнӗ ҫӗре ӑна Раиса Александровна Петерсонӑн иккӗмӗш ҫырӑвӗ кӗтсе выртатчӗ. Ҫав тери сивӗччӗ. Эпир вара, ывӑнса халтан кайнӑскерсем, ҫывӑрма выртрӑмӑр. Тома сасартӑк кичем пек, хӑрамалла пек туйӑнса кайрӗ. Чанах та-и? — ыйтнӑ вӑл. Унсӑрӑн, калӑпӑр, шыв ӑна пирӗн пӑрахут урапи айне сӗтӗрсе кӗртӗ те… ыран полици курма пултарӗ… вара хуйхану, тӗпчев пуҫланса каять… пире чарса тӑма пултараҫҫӗ… Ҫапла иртнӗ вӑрӑм ӗҫ кунӗ. — Мӗн пулчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Анна Васильевна, алӑк шалтлатса хупӑнсанах. Тавтапуҫ сире манманшӑн…— тесе хушра хучӗ вӑл, ӑна аллинчен тытса. Мӗн калаҫатӑн ҫак, Дементий! Кулкаласа Зеб витрене ҫӗкленӗ те ҫывӑраканскере питӗнчен шывпа чашлаттарнӑ. — Ан кулян, ачам! Сухум-и? Авланнӑ ҫынӑн пӗр вырӑнта пурӑнмалла, хресчен ӗҫне ӗҫлемелле, а мана — ҫӗр начар тата сахал та, ӑна та пулин туртса илчӗҫ. Никам та сутӑн илмен таварсемпе тултарса лартнӑ магазинсем художествӑллӑ выставкӑсем пек курӑнаҫҫӗ. Вӑл сасӑ Норвеги ҫыранӗсем тӑрӑх та янах кайтӑр тесе эпир хамӑр пултарнӑ таран пурне те турӑмӑр пулас, унта-ҫке-ха нимӗҫ караванӗсем ют ҫӗршывран ют ҫӗршывалла таркӑн ҫулне тытаҫҫӗ, Баренц тинӗсӗн сӗм каҫӗнче вӗсем ют хӗҫпӑшала пушатаҫҫӗ те ют ҫӗршывӑн тимӗр тӑприне тиеҫҫӗ, вара ӑна хӑра-хӑра турттараҫҫӗ… … Докторпа Катя тата эпӗ — виҫсӗмӗр — вӑхӑт пур чухне пӗрмаях «Св. Мария» экспедицийӗн материалӗсене майлаштарса вӗрентӗмӗр. — Килӗнче ҫук кӗтӳҫӗ, — ҫилленсе мӑкӑртатрӗ жандарм. Воропаев ял пурнӑҫӗ ҫинчен хӑй ялта нумай ҫулсем хушши пурӑнса ирттернӗ ҫын пек калаҫать. — Эпӗ Монготимо пек астӑватӑп… Нивушлӗ ҫав ырӑ хӗрхенӳ кӑмӑлне Сережӑна юратни, ун пекех маттур пуласшӑн тӑрӑшни ҫӗнтерчӗ-ши? Станица урамӗсенче ахаль кунсенче, уйрӑммӑнах ҫулла, халӑх яланах сахал курӑнать. Ҫӗр варринче вӑл вӑранса кайрӗ те минтерӗ куҫҫульпе нӳрленнине асӑрхарӗ. — Суятӑн эс ялан! — шӑппӑн каланӑ Фома. — Ҫак кун ҫинчен ӑрӑва асӑнмалӑх паллӑ хӑваракан ҫынна турӑ хавхалану патӑр. Дивизисем, саранча пек, ҫумма-ҫумӑн шӑваҫҫӗ… «Ну, сывӑ пул, Хорь, чипер юл, — терӗм эпӗ… Сильверсӑр пуҫне вӑл урӑх никамран та хӑрамастчӗ. Сильвертан вӑл хӑракалатчӗ, ӑна тӗрӗссипех калас пулать ӗнтӗ, — терӗ. Ӗҫӗрех ӗнтӗ ҫав юна, хӑвӑр пит-куҫӑра варалӑр унпа! — Ун пирки мар пулӗ, терӗм. Тытрӑм та суртӑм вара. Намӑссӑр. Герман Геринга допрос тӑвасси вӗҫленсе пыратчӗ. Рыбальченко китель кӗсйинчен (вӑл халӗ те, флотри пек, кӑвак китель тӑхӑнса ҫӳрет) васкасах хулӑн кӗнеке туртса кӑларчӗ те ӑна пуху умӗнче силлесе кӑтартрӗ. — Кунта, кӳршӗ юлташсем, сывлӑшри пекех курма пулать мана. Ҫак каҫ иртичченех аран чӑтса лартӑм — Иван Павлыча кӳрентерес мар тесе ҫеҫ лартӑм. Мундире вара пирӗнтен чи малтан офицере тухаканне пулать, тесе халалласа хӑварнӑ. Эс пӗчӗк, эс ҫӑмӑл, эпӗ сана, ачана йӑтнӑ евӗр, алӑ ҫинче йӑтнӑ пулӑттӑм. Анчах эсӗ пиҫӗ те вӑйлӑ, кӑкӑру санӑн — хӗрӗнни пекех, хӑв эсӗ — пӗтӗмпех ваштӑр-ваштӑр та вӑр-вар. Анчах граната ҫыххи бруствер патӗнче курӑнмасть. Ленӑпа Аня, Таньӑпа Сережа йывӑҫ сак ҫине вӗсемпе юнашар сӑпайлӑн вырнаҫса ларнӑ. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫине кӗриччен, Корнейро бухтине ҫитиччен, кунтан тата ҫирӗм миль каймалла. Ача тӳрех ман ҫине тӗллесе пӑхрӗ, хӑрах куҫне хӗснӗччӗ вӑл, питҫӑмартийӗпе приклад ҫумнерех хӗсӗннӗччӗ. Ку пӗтӗмпех тӗрӗс пулчӗ. Эсӗ кӑтартса пар-ха мана, эпӗ часах ӑнланакан ҫын. Часах юланутҫӑсем каллӗ-маллӗ ҫӳреме, кӑшкӑрашма пӑрахрӗҫ. — Ут тенӗ хыҫала! — тесе кӑшкӑрчӗ те Тосун-бей лашине шпорпа хӗстерсе малалла чуптарчӗ. Эпӗ чӗрӗ ҫын!» «Аптрамасть, ҫывӑртӑр-и паян, Иван Никифорович?» Ухмахла шухӑшласа кайса, эпӗ ӑна е хамӑн еркӗн, е арӑм пулнӑ пек кураттӑм, анчах икӗ шухӑшне те йӗрӗнсех сире-сире яраттӑм. Малтанхи бизонӗ Синопӑн аванах тухман, ҫапах та вӑл чӑн-чӑн бизон пекех пулнӑ. Вуникӗ сехетчен вӑл ниепле те пултараймасть…» Илсе каяр ачана ман патӑма, эсир кӳме тупаймасан, эпӗ ачана хам патӑмра ҫӗр каҫма хӑварма пултаратӑп. Сасартӑк, урам хӗресленнӗ тӗлте — пулемёт, шӑп урам варринче, ун хыҫӗнче виҫҫӗн — кӑвак мундирлӗ, тӑваткӑл картузлӑскерсем тӑсӑлса выртнӑ. Ачасен чунӗнче каллех темтепӗр курассишӗн ҫунасси чӗрӗлсе кайрӗ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли вырӑнтан темиҫе миля кайсанах, Том ҫапла каларӗ. — Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли айлӑм патӗнчен анаталла каякан чӑнкӑ сӑрт хӗррине куратӑн-и? Вӑл яка та тикӗс пек туйӑнать: ни кил-ҫурт таврашӗ, ни вутӑ склачӗсем те ҫук унта, тӗмӗсем ҫеҫ, вӗсем те пӗр йышшискерсем. Кимӗн хыҫалти пуклак пуҫӗнче Сучок тӑрса шалчапа тӗксе пырать, эпир Владимирпа кимӗ урлӑ хунӑ хӑма ҫинче юнашар ларатпӑр, Ермолай мала, кимӗн сӑмсинех вырнаҫса ларчӗ. «Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ?» — ҫиҫсе кайрӗ сасартӑк Аркадий пуҫӗнче. Астӑватӑп: манӑн хӑвӑртрах ӗҫе пуҫӑнас килчӗ, ҫав ӗҫе тӑвасси ҫинчен шухӑшлассисӗр пуҫне пуҫра урӑх нимӗн те юлмарӗ. Ученый-географ хӑй темтепӗр курса ҫӳренисемпе чапа тухрӗ. Вӑл пирӗн ҫинеллех килет. Каярахпа эпӗ ҫакна пӗлтӗм: манӑн икӗ кукка та, вӗсен йӑмӑкӗ те — сывӑ, ҫамрӑк ҫынсем — ачи-пӑчипех карчӑкӑн ӗнси ҫинче ларнӑ, вӑл ыйткаласа пухнипе тӑранса пурӑннӑ. — Ҫук, ҫак нихҫан та пӗтессе сунман тинӗс вӗҫне. — Мӗн кирлӗ сире манран? Ӗлӗкрех ухмахланса авланса янисем, ан тив, арӑмӗсемпе пурнӑҫне пурӑнса ирттерччӗрех ӗнтӗ, анчах ҫамрӑк йӗкӗтсене эпӗ декрет кӑларсах авланма чарнӑ пулӑттӑм. «Сывӑ пулса юлӑр, ачсемӗр! — кӑшкӑрчӗ вӗсене хирӗҫ тимӗрҫӗ. Профессор пӗр енчен тӗрӗс калать. Акӑ мӗнле ӑнланатӑп эпӗ ҫакна. Мария-Терезӑн сервизӗ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ манӑн, — терӗ вӑл ултавлӑ сасӑпа. Тепӗр ҫулталӑкран эпир те Наума вӗренме леҫетпӗр! Вара Камерон Диллон тухтӑрпа, Сесиль Мерфи лейтенантпа тата Ливингстон тӑванӗ Роберт Моффӑпа пӗрле Занзибартан ҫула тухнӑ. — Апла пулсан, — терӗ вӑл кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — эпӗ Кэттие халех ӑна чӗнме яратӑп. Кил-ха кунта, Гедеон мӗн тенине итлесе пӑх-ха… Унан мӑйне аври таранах флот кортикӗ кӗрсе ларчӗ. Ӑнланатӑр-и, пӗлес пулать… Анчах кун пек сӑмахсем Тарас Бульбӑна кӑмӑла каймарӗҫ, вӑл вара хӑйӗн ҫиллес куҫхаршийӗсене, ту тӳпемӗ ҫине тухса тулнӑ, ҫиелтен ҫурҫӗр енчи пек пас тытнӑ йывӑҫ тӗмӗсем пек хура-кӑвак куҫхаршийӗсене куҫӗсем ҫине аялах антарчӗ. Апла, апла! Ҫавӑн чухне вӑл, куҫӗ умӗнче эсир пулмасан та, сире пехиллерӗ пулӗ тесе шутлатӑп; юлашки сывлӑшӗ тухас умӗн хӑйӗн ачисем ҫине пӑхса илме ӑна, ахӑртнех, турӑ пӳрмен. Пӗр самантрах, ҫӗр айӗнчен шӑтса тухнӑ евӗрлех, вӑл манӑн тарантас патӗнче тӑсӑлса тӑрать. Ҫирӗм утӑм леререх хӑйӑр ҫинче чӑнах та сакӑр кӗсменлӗ кимӗ лара парать. Халӗ ӗнтӗ мустангерӑн тӑшманӗсем ӑна хурал аллинчен кӑларса каясран хӑрамалла пулман. — Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл, — манӑн Лала сӗтел ҫи пуҫтарма та, чашӑк-тирӗк ҫума та ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк сирӗн картишӗрте, Марко бай, акӑш-макӑш ҫуйхашу хускалнине илтетӗп, пулсан та пӑлхану пулӗ-ши, е каварланнӑ пропагандӑ-ши, тетӗп. Кӗме кала. Эпӗ ун сӑмахӗсене, кивӗ кӗнекене ача чухнех хумханса, хуйхӑрса вуласа тухнӑскерне, аса илнӗ пекӗх, салху туйӑмпа итлесе пытӑм. — Тӗп-тӗрӗс, ҫамрӑк тусӑм. Вӑл, авӑ, инҫетре курӑнакан ту хырҫи леш енче пуҫланать. Халл капитанпа Дик Сэнд тата икӗ матрос ун ҫине сикрӗҫ. Пирӗннисем килеҫҫех!.. Ӑна 1652-мӗш ҫулта Ван-Риббек голландец туса хӑварнӑ. Йӗри-тавра пурте чухӑн, пурте суранланса пӗтнӗ ҫӗр ҫумне ним сассӑр лӑпчӑнса ларатчӗҫ. Вӑл ҫӗкленнӗ чухне унӑн сӑнӗ шухӑшлӑ, тӳлек. Левитан вӑл художник хушамачӗ иккенне ун чухне пӗлмен эпӗ, ҫак картинӑра кӑтартнӑ вырӑна ҫапла калаҫҫӗ пуль теттем. — Иксӗр пурӑнма килӗшетӗр-и? Ҫак вара сана аса илтерчӗ… анчах эпӗ: ҫук, эпир Дмитрипе, тем тесен те, художествӑна урӑхла ӑнланаймастпӑр, тесе шухӑшласа илтӗм. Партире тӑманнисемшӗн нимӗне юрӑхсӑр тӗслӗх. Вилнӗ Андрей Гавриловичпа сутлашнӑшӑн. Тем тусан та пӑхмастӑп. «Кушакпа шӑшилле» вылянӑ чух эпӗ майсӑррӑн чупса пырса Корнаковасен пирӗнпе пӗрле вылякан гувернантки ҫине тӑрӑнтӑм, ӑнсӑртран унӑн кӗпи ҫине пусса, ӑна ҫурса ятӑм. Профессор ватах марччӗ, кӑмӑллӑ та ӑслӑ сӑнлӑччӗ, ҫамкин аялти пайӗ ытла та мӑкӑрӑлса тӑнине пула ҫапла курӑнатчӗ ун сӑнӗ. Чиркӳ тӑрринче пӗлӗтсем капланса тӑнӑ, вӗсем бархат ҫине пӗлмесӗр лартнӑ саплӑксем пек курӑннӑ. Ҫынни вӑл авланманскер, ҫирӗп сывлӑхлӑскер (кӑмӑрчаклӑ котлета епле ҫатӑртаттарса ҫирӗ вӑл, эрех стаканне хӑйӗн хӗрлӗ тути патне епле ҫӑткӑнла иле-иле пычӗ), самӑрскер, тасаскер; киленсе юлма май пур чух, паллах, вӑл ҫав мая алӑран вӗҫертмест. Эпир «Принцесса Турандот» ҫинчен калаҫрӑмӑр, Катьӑн кӑмӑлне кайсах пӗтмест иккен вӑл. Марьяна, пуҫне чиксе, хулӑ татӑкӗпе хӳме юписене шакӑртаттарса, хӑвӑрт та тикӗссӗн утса тӳрех ун ҫинелле пычӗ. Говэн хӑй хӗҫне хул хушшине хӗстерсе ун патне ҫывхарчӗ. — Парӑн! — терӗ вӑл ӑна. Вилнӗ самантсенче — куҫна чарса хуратӑн, шӑлна ҫыртатӑн, шӑнӑр туртса лартать, — пӗтрӗ те… Ҫаксене пула ӗнтӗ Озеров майор кӗтмен ҫӗртенех ҫӗнӗ приказ илнӗ: тӗттӗм пулса ҫитсенех малти линие икӗ батальон кӑларса тӑратмалла. Вӗсене ӗҫлеме кӑна мар, яланлӑха оборонӑра тӑма ямалла-мӗн. Икӗ-виҫӗ уйӑхран эпӗ хамӑн тантӑшӑмсене хӑваласа ҫитрӗм. Вӗсене сывлӑх сунчӗҫ, саламларӗҫ, анчах ҫав саламланисенче ытти чухнехи пек мар уйрӑм япала пурри палӑрчӗ. Вӑл кӗтессе, пит ҫӑвакан ҫӗре кайрӗ те, хӑйӗнпе юнашар хӑй тӗслӗ ҫын ним шавсӑр утса пынине курса, чарӑнса тӑчӗ: вӑл ҫыннӑн ҫӳҫ-пуҫӗ мӗскӗнле сапаланса кайнӑ, пичӗ лутӑрканса пӗтнӗ, куҫӗсем хӑранӑ пек мӑкӑрӑлса тухнӑ, утнӑ май хӗрлӗ аллипе йӗпе сухалне, ҫӑмлӑ кӑкӑрне шӑлкалать. Хӑй арӑмӗн ӑсӗпе пултарулӑхне пӗлсе, Гленарван хаваслансах ӑна Айртонпа калаҫма хушрӗ. — Мӗн ку капла? Штукатур тӑвакан мана тус пек систерсе калатчӗ: — Эсӗ асту, Максимыч, старикпе сыхланса пурӑнмалла, вӑл сана пӗр сехет хушшинчех пӳрне тавра ҫавӑрса лартма пултарать! Мӗн тӑвӑпӑр-ха ӗнтӗ? Фома хӑйӗн алли ҫине темӗнле ӑшӑ тумлам ӳкнине туйнӑ, вара вӑл Ежовӑн пӗркеленнӗ пичӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑ, — лешӗ, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе, хӑйӗн сӑмахне малалла тӑснӑ: — Эпӗ — пӗччен мар… эпир — ӑраскал хӳтернипе халтан кайнисем, ҫӗмӗрӗлнисем, чире кайнисем — нумаййӑн… Унта пассажирсем, ӗҫме-ҫиме хатӗрӗсем тата хӗҫпӑшал таврашӗсем пыраҫҫӗ. Эпир сирӗнпе кӳршӗсем пулсаччӗ-ҫке. Пынӑ чух вӑл мӑн ҫулсем патӗнче хыттӑн пеме тытӑннине илтрӗ. — Ан та шутлӑр ун ҫинчен, вырӑнсӑр ан шанӑр ун ҫине. Пӗлтерӗвне эпӗ хам куртӑм. Паганель чӗнмест. Манӑн ӑса сан ҫамрӑк вӑйпа авлантарсан, пит лайӑх ҫӗнтерӳ тума пулать… — Тен, пулас ӗмӗрсене те хӑратӗҫ, — терӗ Говэн. Сталин юлташ пирӗн пирки мӗнле ҫырнӑ-ха? Ҫавна пӗлес пулать. Аким ӑна эсӗ шартлама сивӗре те пӗр пиншак вӗҫҫӗн кӑна ҫӳрени ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. — Лайӑх мар-ҫке апла, эсир пӗрмай унта тӑратӑр, ыттисене курма памастӑр! Ыттисен те сирӗн пекех курас килет! — Хура Йытӑ! — терӗ вӑл юлашкинчен. Юрӗ, Бил ӑна пӑрахса хӑварчӗ пулин те, вӑл унӑн ылттӑнне илмест, унӑн шӑммисене кышламасть. Кантӑрти Австрали — столици Аделаида; — Вӗсем хушшинче те ӑслисем пур… Ҫак сӑмахсем хыҫӗнчен вара вӑл йӑлт урмӑшма пуҫланӑ: — Ҫунтаратӑп пӗтӗмпех! — мӗкӗрнӗ вӑл, таҫта, тӗттӗм кӗтеселле тинкеррӗн тирӗнсе пӑхса. Катя Аркадий ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ. — Эп ӑмсанатӑп. Фома ҫаврӑнса пӑхнӑ. Эпир пӗрне пӗри палламана та хума пултаратчӗ. Ҫак ача килни хама та ача вырӑнне лартать. Хӗпӗртенипе нимӗн тума пӗлместӗп. Ватӑ Том Редрэта, чарӑнмасӑр мӑкӑртатаканскере тата ятлаканскере, пӗтӗм чӗререн ылханатӑп. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Иохим ачасене хӑй тавра пухатчӗ те вӗсене тӗрлӗрен савӑнӑҫлӑ халап-юмахсем каласа паратчӗ. Шурочка хуран курӑнакан уҫӑ алӑк анинче тӑратчӗ. Эпӗ ҫав териех хӑрушӑ-им? — терӗ вӑл ҫинҫе те кӑшт чӗтрекен сасӑпа, стенаран тытса ерипен ман паталла ҫывхарса. Мӗнле хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртни ҫинчен калать тата! Вӑл вилнишӗн — ахӑртнех, ун вилӗмӗ инҫе мар пулас, — никам та ытлах кулянмасси пирки иккӗленмелли ҫук. «Дункан» ҫинчен аса илсессӗнех Гленарван йывӑр хуйӑха ӳкрӗ. Пӗлекен ҫынсем шӑп та шай Казонде пасарӗнче чаплӑ слон шӑмми — тачӑ, ҫурма витӗр курӑнакан, ӗҫлеме ҫемҫе, ҫиелтен кӑшт кӑна хӑмӑр тӗслӗ, варринче чӑлт-шурӑ слон шӑмми — тупма пултарнӑ. — Акӑ вӑл, манӑн мӗнпур чапӑм! Пӑшал сасси янӑраса кайнӑ, пӗр темле тӗксӗм япала ҫӗре тӳп! татӑлса аннӑ та Кольхаун лашин урисем айнеллех йӑванса пынӑ. Пӗррехинче ҫапла ҫичӗ сехете ҫити вӗҫрӗмӗр, кӗскерех ҫул пулнӑ пулсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Карск тинӗсӗ ҫийӗн икӗ енне кайса Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫине таврӑнсан та тупаймарӑмӑр ӑна, ҫав тем пысӑкӑш утравсем халиччен йӑнӑшпа ҫеҫ географи карттине кӗнӗ тейӗн ҫав. — Вӑрҫӑ турри, полковник юлташ, наводчик пулнӑ. Чуптӑвам та сире — яра парам. Госпитальте Пӗлместӗп ӗнтӗ, темшӗн мана госпиталь ҫакӑн пек туйӑнать: каҫхи сӗтел ҫинче розӑсем, палатӑсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, койкӑсем хушшинче, фейӑсем пек, шуса иртекен сестрасем тата ыттисем те аса килеҫҫӗ. Хӗрсене мӗншӗн пӑчӑртанине вӑл пӗлнӗ, ҫавӑнпа ун ҫинчен юлташӗнчен ыйтнӑшӑн вӑл хытӑ тарӑхрӗ. Вӑл хамӑн карчӑк вилмен чух, Миссисипи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чух пулнӑччӗ, эпӗ ҫав кил-ҫурта карчӑкшӑн тытса усраттӑм. Револьверӗ, сумки, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ картузӗ сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ. Ҫак вӑрман, хӑрушлӑх, вӑрттӑн пӑшӑлтатакан старик, паттӑр та яштака ӳт-пӳллӗ Марьянка тата тусем, — ҫаксем пурте Оленина тӗлӗкри пек туйӑнаҫҫӗ. Пысӑк япон зончӗ, стена ҫумне тирсе хунӑскер, тӗксӗм платье тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрарӑма хӑйӗн чӑпар тӗсӗпе ҫупӑрланӑ; хӗрлӗ абажур витнӗ ҫӳллӗ бронза лампи хӗрарӑма каҫхи шурӑмпуҫ ҫутипе ҫутатса тӑнӑ. Вӑрҫӑ пӗтсен те кӗтсе пурӑнӗҫ. — Вӑхӑт ҫитсен вӗтетӗп. Анчах ткачпа кум парӑнмарӗҫ, миххе хӳтӗлесе хӑварса арӑма ирӗксӗрех каялла чакарчӗҫ. — Мӗнле, Бенедикт пичче? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Уэлдон миссис, — Дингӑна эсир мӑшӑр ҫунатлисем е ҫурхах ҫунатлисен шутне кӗртесшӗн мар пуль те? Анчах та — кӗвӗ-ҫемӗ те, чечексем те, чее ултав та кирлӗ мар. Вӑрт-вартлӑх татса парать! Лбов сасартӑк каллех хӑй ӑссӗн кулса ячӗ. Ҫав вӑхӑтрах пусма вӗҫӗнче тата тепӗр мӗлке курӑнса кайрӗ. Императорӑн ҫывӑх ҫыннисем ирӗк памасӑр вӗсене ман ҫурт патне аллӑ ярдран ҫывӑха пыма хушман. Ҫак хушупа усӑ курса хӑшпӗр министрсем пысӑк тупӑш пухнӑ. Ман пата пырса кайсан, император совет пухса манпа мӗн тумалли ҫинчен канашланнӑ. Виҫҫӗшӗ-тӑваттӑшӗ часах пирӗн хулпуҫҫисем ҫине хӑпарса ларчӗҫ, иккӗшӗ-виҫҫӗшӗ чӗркуҫҫисем ҫине те хӑпарчӗҫ, ыттисем урасем ҫине пырса тӑчӗҫ. Ҫавӑн чух тыткӑна лекнӗ нимӗҫӗн симӗсрех шурӑ вӑрӑм пичӗпе тайкаланчӑк утти Алексее пӗр самантрах аса килчӗҫ. Хӗр пушшех те йывӑртарах, хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама пуҫларӗ, унтан сулӑнса кайрӗ, юлашкинчен тилмӗрнӗ сасӑпа:— Атте, япаласене ил-ха, эпӗ текех йӑтса пыраймастӑп, — терӗ. Эпӗ хамӑн карчӑк хӗре ҫаврӑнчӗ пулӗ тесех шутланӑччӗ ӗнтӗ. — Инҫе каятӑп вӗт эпӗ. Чылай ҫӗрле пулсан тин, шӑпланнӑ урамсене вӑратса килӗсене саланчӗҫ. Анчах чарӑнса тӑни сулӑран килмен иккен. Кам ҫавна пӗлмешкӗн килӗшет? Ҫырура мӗн ҫырнине пӑхсан, Морис Джеральдпа мексиканка пӗр-пӗринпе Морис каланӑ пек мар, ҫывӑхрах пулнӑ иккен. Инҫетре пысӑк вӑрман хӗрри курӑнса тӑрать. Унта нимӗн те улшӑнман: ҫав ҫынсемех, ҫав портретсемех, хаклӑ йышши, анчах пӗртте кӑмӑла кайман сӗтел-пукансем, стена ҫумӗпе лартса тухнӑ савӑт-сапасем, ҫавӑн пекех пуянлӑхпа тӑмсайла мухтанни, ҫавӑн пекех йӗри-тавра виле шӑтӑкӗнчи пек шӑплӑх. — Амӑшсене хӗрхенмеҫҫӗ те, а эсӗ… тӗлӗнтеретӗн! Ман пекех ӗҫле пуҫлатӑр. Двигателӗн кӑмакине тасатса, хуранне шыв тултарса вут чӗртсе янӑ хушӑра тӑршшӗпех пӗр япала ҫинчен шухӑшларӗ:«Лещинскийӗн дачинче мӗн пулса иртет-ши ӗнтӗ?» Акӑ пусма тӑрӑх атте утса анни илтӗнчӗ; йытӑ пӑхакансен пуҫлӑхӗ шӑршлакаласа чупса ҫӳрекен сунар йыттисене хӑваласа пуҫтарчӗ; сунарҫӑсем хӑйсен йыттисене йыхӑрса илчӗҫ те лашисене утланма тытӑнчӗҫ, стремяннӑй крыльца патне лаша ҫавӑтса пырса тӑратрӗ; атте йыттисем, тӗрлӗ-мерлӗ хутланкаласа ҫав лаша тавра выртнӑскерсем, тӑчӗҫ те ун патнелле ыткӑнчӗҫ. — К. хулине ҫитес тесен ӑҫталла каймалла? — ыйтрӗ Кралич. Чӑнах та вӗсем улӑп пысӑкӑш тискер кайӑксем — мастодонт кӗтӗвӗ пулчӗ, вилнӗ мастодонтсен шӑммисем мар, чӗррисемех, каснӑ лартнӑ Огайо шурлӑхӗсенче 1801 ҫулта тупӑннӑ тискер кӑйӑксемех пулчӗҫ. Вӑл пӗр самантлӑха ҫухалчӗ те каллех курӑнчӗ. — Аван мар ку, терӗм эпӗ… Ҫапла, тепӗр хут та калатӑп… акӑ мӗн, — терӗ вӑл ҫыхӑнчӑксӑррӑн, анчах ҫине тӑрсах. Мирон Вера Поповӑн хӗрне качча илме хатӗрленнӗ; хӗрӗ хайӗн кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, шӑнтса хытарнӑ евӗр курӑнакан амӑшӗ пекех ҫӳллӗ те илемлӗ кӗлеткеллӗ пулнӑ. Лере, вӑл выртакан вырӑнта, каллех халиччен курӑнман карапсен мӗлкисем тухаҫҫӗ. Ҫитмӗл пилӗк пине аҫу кӗсйинчен мамӑк тӗкӗ пекех кӑларса илчӗ! — Чапшӑн, — тӗттӗмелле кулса каларӗ Разметнов. Каҫсенче эпӗ пушахчӗ, ҫынсене эпӗ пароход ҫинчи пурӑнӑҫ ҫинчен каласа кӑтартаттӑм, кӗнекесенчи тӗрлӗ историсене каласа параттӑм, вара хам сисмесӗрех мастерскойра темле ӑрасна вырӑн йышӑнса тӑтӑм — каласа та вуласа паракан пултӑм. Вӑрҫӑран ҫӗнтерсе таврӑнакан генерал та йӗри-тавралла ун пек мӑнкӑмӑллӑн пӑхса пырас ҫук. Тӑнне ҫухатма патнех ҫитнӗ Ромашов Веткинпа чуптӑвӑшрӗ, пурнӑҫ пушӑлӑхӗпе кичемлӗхне, хӑйне никам та ӑнланманнине тата «пӗр хӗрарӑм» юратманнине — ӑна вара, вӑл камне, никам нихӑҫан пӗлеймӗ — кӳренсе те тарӑхса, ун хулпуҫҫийӗнчен уртӑнса, истерилле куҫҫульпе хыттӑн-хыттӑн макӑрчӗ; Горизонтра шурӑмпуҫ шурала пуҫласанах, Зеб хуллен тӑнӑ, утиялне хӑй ҫине уртса янӑ та, Каса-дель-Корво патӗнчен хуллен аякалла утнӑ. Вӑл кунта каҫхине килнӗ сукмакпах кайнӑ. — Мӗнле-ха, — терӗм эпӗ малалла, — ашшӗ те пӗлмен-и вара хӗрӗ сирӗн патӑрта крепоҫра пулнине? Ытти танкӗсем газ хушрӗҫ те малалла тата хытӑраххӑн, тупписемпе хаплаттара-хаплаттара ыткӑнчӗҫ. Петр, ҫав тери тарӑхса ҫитсе; уринчен аттисене хывса кравать айне вӑркӑнтарчӗ те, хӑвӑрт кӑна хывӑнса, лаша ҫине сиксе утланнӑ пек, вырӑн ҫине сикрӗ, хӑйне пӑвса лартнӑ темле пысӑк кӳренӗве чӑтаймасӑр макӑрса ярасран хӑраса, шӑлӗсене шатӑртаттарса ҫыртса лартрӗ. — Эпӗ ҫаксене пурне те маларах пӗлменшӗн калама ҫук хытӑ кулянатӑп. Романта пурте тӗлӗнмелле простӑ та уҫҫӑн курӑнса тӑратчӗ, йӗркесем хушшине пытарса хунӑ пӗр темле ҫутӑ ыррипе усаллине ҫутатса тӑрса, юратма тата курайми пулма пулӑшнӑн туйӑнатчӗ, пӗр ҫӗрте таччӑн арканса тӑракан ҫынсен пурӑнӑҫне пит хытӑ астутарса тӑнӑ пекчӗ. Старик сасартӑках Алексее хыҫалтан тытса тӑракан Варьӑна хӑтӑрса тӑкрӗ: — Эсӗ мӗн, ҫарамас ҫын ҫине пӑхса хытса кайрӑн, ну! Аманнӑ лётчике вӑрманта чи малтан хай тупнӑ майпа, Серёнька халӗ носилка умӗпе мӑнкӑмӑллӑн пырать; вилнӗ ашшӗнчен юлнӑ пысӑк кӑҫаттисем юр ӑшне кӗрсе ларасран, вӑл асӑрханса утать, ҫав хушӑрах хӑй шурӑ шӑлӗсене кӑтартса чупакан ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ, хура сӑн-питлӗ ача-пӑчасем ҫине хаяррӑн кӑшкӑрса илкелет. Ывӑлне сӑнран пӑхса, ун сассине илтнипе савӑнса кайнӑскер, амӑшӗ ӑна пуҫран ачашларӗ, унтан, хӑйӗн чӗри хыттӑн тапнине чарма тӑрӑшса, хуллен кӑна:— Христос сыхлатӑр сана! Унта нӳхрепри пек тӗттӗм, эпӗ хӑйӑлти сассӑмпа «Джим» теме ҫеҫ ӗлкӗртӗм, вӑл манӑн чавса патӗнчех ахлатрӗ. — Хӑвӑртрах, Джим, ахлатса тӑма вӑхӑт ҫук, — терӗм. — Пӑрахут ҫинче ҫын вӗлерекенсен шайки. Вӗсен киммине тупса, анаталла юхтарса ямалла, унсӑрӑн шайкӑри пӗр ҫын пӗтет, вӗсене нихӑшне те пӑрахут ҫинчен анма памалла мар. Эпӗ картта ҫине пӑхрӑм та, Гвальфиорд ятлӑ ҫыран хӗрринче, Рейкиявикран тӑватӑ мильӑра, ҫав ятлӑ пӗр ял тупрӑм. Вӗсем кӗсменсӗр тӑрса юлчӗҫ. Турӑ сыхлатӑрах сана! — Мӗнле ӗҫе? — Мӗншӗн-ха эсир, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ улӑп, вырӑсла аран-аран кӑна калаҫкаласа, — bis юрламарӑр, пирӗн компани bis та, браво та, форо та кӑшкӑрчӗ вит? Ну, пирӗншӗн ку йывӑр ӗҫех мар, эпир килӗшрӗмӗр. Вӗсем шӑппӑн, текех нихҫан та тӗл пулмалла мар уйрӑлчӗҫ. Анчах вӑл тивертеймерӗ: ҫырӑвӗсем те ман пата вӗҫсе ҫитмерӗҫ. Гусев ҫывӑракан ҫине пӑхать те шухӑшлать: «Э-эх, сана унта, ыйхӑра, лайӑх, хаклӑ ҫыннӑм. Кордильерсем патӗнченех пампассем пуҫланса каяҫҫӗ. Апла эсӗ те юратса пӑрахнӑ-и? — пӳлтӗм эпӗ ӑна. Унӑн куҫӗ куҫҫульпе тӑртаннӑ, анчах пичӗ ҫамрӑкла таса та ӑшри ачаш ӑшӑпа ҫуталса тӑнӑ пек туйӑнать. Судья ҫыру уҫса пӑхрӗ, ҫыруне хамӑр пуҫлӑхсем ярса панӑ пулмалла, ун ӑшӗнчен темле хаҫатпа листовка туртса кӑларчӗ те, хайхискер, манран ыйтать: «Ҫак хаҫатпа листовка санӑн-и?» — тет. Том нимӗн кулмасӑр-тумасӑр ӑна питӗнчен тӗллесе пӑхрӗ. Унӑн тути кӗтессисем анчах кӑшт кӑна палӑрмалла кулнипе чӗтрекелерӗҫ. — Крыльца айне хурӑр… ҫапла, ҫапла. Огнянов вӗсен хушшине майӗпен ҫеҫ пырса кӗчӗ те ывӑннипе те тарӑхнипе ҫӗрелле вилнӗ пек персе анчӗ. Ольховкӑра пӗр ҫутӑ та курӑнмасть. Артур, таса япалана ӑнсӑртран пырса сӗртӗннӗ пекех, ҫав тери тӗлӗнсе кайрӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. — Эпӗ хам та ҫавӑн пек шутлатӑп. «Пӗлӗсӗрччӗ эсир, Иван Никифорович», татах хистерӗ йыхравҫӑ: «мӗнле осетр пулӑ, мӗнле пулӑ вӑлчи илсе килнӗ Пётр Фёдорович валли!» Господа, юрату ҫинчен калаҫӑпӑр, — хушса хучӗ Евдоксия, аллисене лучӑрканнӑ диван минтерӗ ҫине ывӑннӑн хурса. Ӑна Ҫӗр ҫаврӑнни ҫинчен ҫынсемпе калаҫма чарнӑ. Лешӗ малтанхи пекех тӑрать, ун пичӗ ҫинче те сассӑр кулӑ. — Ҫунтарса янӑ кил-ҫурчӗн кӗлне тӑват еннелле вӗҫтерсе ячӗ. Хальхинче ӑна эпӗ темиҫе кун иртсен ҫеҫ курма пултартӑм. Унтан тинӗс шӑпланчӗ. Халӗ акӑ ҫемьин куҫ уҫса пӑхма ҫук. Тинкернӗ май Лось пӗкӗрӗлсех ларчӗ. Тӗрӗслес тесе, вӑл каллех гашетка ҫине пусрӗ те, хӑйӗн машинин хӗҫ-пӑшалӗнчен пенӗ чух лётчик яланах пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе сисекен чӗтревлӗ шава илтеймерӗ. Тӗттӗм кипариссемпе хупӑрланса ларакан сухан евӗрлӗ ҫаврака симӗс тӑрӑллӑ мечӗт патӗнчен иртсен, ача тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑк тӑрӑх аслӑ ҫулҫине анчӗ. Вӑл хӑйӗн ӑсӗ катӑккипе уйрӑмах кӑмӑла килекен ӑслах мар ҫынсенчен пӗри, унашкал ҫынсем япаласене тӗрлӗ енчен курма пултараймаҫҫӗ, ҫапах хӑйсем ӗмӗрех мӗнпе те пулин интересленеҫҫӗ. Тӳсме ҫук йывӑр! Райкомра табак тӗтӗмӗ симӗсӗн-кӑвакӑн йӑсӑрланса тӑрать, ҫырмалли машинка шӑлтӑртатать, коланккӑ кӑмакаран вӗри ҫапать. Кашни сӑмах ҫинех ответ тупать. Сӗм тӗттӗмре пӑр вӗҫӗм Тем вӑрттӑн ҫеҫ хускалнӑн туйӑнать… Пухура мӗнпурӗ… чимӗр-ха, пӗр минут ҫеҫ! — Юрататӑп. Шупка сенкер тӳпере шурӑрах та кӗрентерех ҫӑмӑл пӗлӗт татӑкӗсем хӑвӑрт ярӑнса пыраҫҫӗ, вӗсем гудок янӑравлӑн ӳхӗрнинчен хӑраса, вӗҫсе каякан пысӑк кайӑксем пек курӑнаҫҫӗ. Е унӑн хӳри ҫук-и, мӗн апла? — Маттур! — терӗ Бек-Агамалов. Эй, эсӗ, ҫыранта тӑраканни! Тырӑ пусси, хура тул уйӗ ҫийӗн ҫуллахи шӑрӑхра ҫӑхансем вӗҫеҫҫӗ. Вӑл ун уссине сахал мар курнӑ, апла пулин те ӑна нимӗнпе те пулӑшаймарӗ. — Паян манпа калаҫса тӑнӑ ҫыншӑн — Боллӑшӑн. — Акӑлчансем вара Ҫӗнӗ Зеландин чи лайӑх стратегиллӗ вырӑнӗсене алла илеймен-шим? Ҫынсем нумайӑн пурӑнакан вырӑнсемпе тӗп суту-илӳ вырӑнӗсем вӗсен аллинче мар-шим? — тесе ыйтрӗ майор. Е апат хатӗр-и? Эпир выртрӑмӑр та, Фока, ырӑ каҫ суннӑ хыҫҫӑн, пире хамӑра кӑна хӑварчӗ. Хӑйсем те сӑмахсем ӑшӗнче пӑтрашса кайнӑ. — Ман шутпа, пӑрахнӑ сулӑ! — тавӑрчӗ тепри. Фома нимӗн те шарламан, вӑл, куҫне ашшӗ ҫинчен илсе, ҫӗрелле пӑха пуҫланӑ. Ӗшеннӗ, халтан кайнӑ тарҫӑ-тӗрҫӗпе салтак-буфетҫӑсем ура ҫинчех тӗлӗреҫҫӗ, ҫӑварӗсене уҫмасӑрах, сӑмса шӑтӑкӗсемпе кӑна, минутсерен анаслаҫҫӗ. Анчах пурне те ҫавӑрса илнӗ, ураран ӳкерекен йывӑр ӗҫкӗ ҫаплах чарӑнмарӗ. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллеле документра тӗрӗсех кӑтартнӑ. Унта кӑтартса панин вӗҫне-хӗррине тухмасӑр кӑмӑла хуҫмашкӑн иртерех-ха! Хирӗҫ никам та чӗнменнине кура, Давыдов ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах Островнов тухса та кайнӑ иккен: Ҫӑрттан мучи ҫул ҫине нумай вӑхӑт пуҫтарӑннине пӗр хут ҫеҫ мар курнӑ Давыдов витене ӑйӑрсем кӳлме хӑй кайрӗ. — Калатӑп-ҫке сире, ҫав путсӗре ниҫтан тытма ҫук тетӗп, — хирӗҫ пулчӗ пӗрремӗшех. — Акӑ, пӑх та кур! — кӑшкӑрса ячӗ дружина пуҫлӑхӗ. Ертсе тухса карӑм майрана, вӗсем мана пуҫран кирпӗчпе персе амантрӗҫ… — Ҫаплах вӑрманта пурӑнатӑр-и? — аран ҫеҫ илтӗнекен сасӑпа ыйтрӗ Алексей, йывӑр ыйхине аран ҫеҫ сирсе ярса. Юррӑн мухтавлӑ сасси ҫынсен чӗрисенчи хӗлӗхсене ҫӗнӗ сасӑпа тава кӗрсе илтӗнчӗ. Кирлӗ пулсан, халех парам-и? — Ҫапла, — терӗ Озеров. Пирӗн бригадӑри вӑкӑрсем хӗл начар каҫрӗҫ. Хура кӗпи ҫумне хуйха палӑртакан шараҫсем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ Люба, йӗрсе супнӑскер, пуҫне уснӑ, сайра хутра кӑна тупӑк ҫине пӑхкаласа илет, пичӗ вара ҫав вӑхӑтра вӑл ачалла ҫеҫ хӑранине палӑртать. Катя кӑштах шурса кайнӑ, пӳлӗмсенче ҫӳренӗ май хыттӑн калаҫать, мӗн тумаллине хушса кӑна тӑрать. — Лӑпкӑрах ҫӗре, — хушса хучӗ те Петр каллех кулса илчӗ. Манах ҫав вӑхӑтра эрехне ӗмсе пӗтерчӗ, тутисене кипке евӗрлӗ тӗксӗмрех чӗлхипе ҫулларӗ те, типшӗм пуҫӗпе сулса илсе, калаҫма тытӑнчӗ: — Пӑшӑрханакан халӑх хисепӗ уҫҫӑнах палӑрмалла ӳссе пырать. Вӑл вӗт мӗнпур пурӑнӑҫне сирӗн пек ҫынсем ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ. — Юлташсем умӗнче мухтанасси килнӗ, — хушса хучӗ амӑшӗ, — акӑ, пӑхӑр, — эпӗ хамӑн юна тӑкрӑм ӗнтӗ, теме… — Епле, нивушлӗ эсир ҫакӑнта хӑлхана янтратса ҫӗмӗрекен хирӗҫӳсене курмастӑр? Унтан вӑл ытларах та ытларах хӗвеланӑҫ еннелле пӑрӑнма пуҫларӗ, ман пуҫа вӗсем мана асӑрхӗҫ те карап ҫине илесшӗн пулӗҫ тенӗ шухӑш пырса кӗчӗ. Ӑна никам та ответ памарӗ. — Кӗрӗр аяла. Тархасшӑн. Икӗ Вандея пулнӑ; пысӑкки, вӑрмансенче вӑрҫаканскер, тата пӗчӗкки, тӗмсем хушшинче ҫапӑҫаканскер; ҫак паллӑсенчен ӗнтӗ Шаретта Жан Шуанран уйӑрса илме пулать. Пӗр виҫ-тӑватӑ минутран ҫӳлтен вӑл илес тенӗ хӗр, ним ӑсӗ те курӑнман, шатра питлӗ, йӑкӑлти хӗр чупса анчӗ. Вӑл пӗлетех ӗнтӗ Титока! Тен, лашине чӗлпӗртенех ҫавӑтса пынӑ пулсан, Щукарь Гремячий Лог хуторне чиперех ҫитсе ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл, хӑйӗн кумӗ тата палланӑ казаксем пурӑнакан Тубянски хуторне кӗрсен, чи хӗрринчи кил тӗлне ҫитнӗ-ҫитменех, чӗлпӗртен сӗтӗрсе пырас марччӗ, уттарса та пулин утланса пырасчӗ тесе, лаши ҫине хӑпарса ларма шут тытать. Ҫапла эпӗ ухмаха ернӗ ҫын пек хам ӑҫталла пынине пӗлмесӗрех чупрӑм. Климка, шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, кӑмӑллӑн кулкаласа тӑрать. Ачасем пысӑк вутпуҫҫисене патаксемпе, сысна ҫурисене хӑваланӑ пек, урамри пылчӑк ӑшне кустарса кӳртеҫҫӗ, вӗсем чашкӑрса, сывлӑша куҫа ҫиекен шурӑ тӗтӗм тултарса сӳнеҫҫӗ. Б. князь патне мӗн тума ҫыратӑп ӗнтӗ эпӗ? — терӗ атте, сӑнне сулхӑнлатса. Пӗри сунар йыттине кантра вӗҫҫӗн тытса тӑрать. Анчах та Дрэк чи ҫӳллӗ патагонец та вӑтам акӑлчанран лутрарах, тенӗ. Мӗншӗн Луиза Пойндекстер, сахӑр тростникӗ ӳстерекен мӑнкӑмӑллӑ плантаторӑн хӗрӗ, пурте пӗлсе тӑракан илемлӗ хӗр, мӗншӗн вӑл Техасри чухӑн сунарҫӑна юратса кайнӑ, — ҫавӑ вӑл вӑрттӑн япала пулнӑ, ӑна хӗр хӑй те татса калама пултарайман. Эпӗ пӗр иккӗленмесӗрех ҫапла шутлатӑп: малтанхи сӑмахӗсене тӗрӗсех ҫырнӑ, анчах кайран ӑна эпир пӗлмен темӗнле принцип тӑрӑх урӑхлатса ҫырнӑ. — Ма выртмастӑн-ха апла эсӗ? — ыйтрӗ Анна Васильевна; вӑл хӑй каҫпала яланах тӗлӗрсе ирттерет; ҫавӑнпа та ыттисене те ҫывӑрма кайма хушать. Тата леререх кайсан, чӗрчун чарӑннӑ, кунта вӑл пӗр вырӑнта нумай тӑнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен кунта юра пысӑк йӗрсем таптаса такӑрлатнӑ. — Вӑл хуйхӑпа ӗҫме пуҫларӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ Митя шӑппӑнрах. Анчах хӑй пурнӑҫри япала маррине кӑтартса панӑ пекех, юланут хӑй хыҫҫӑн нимле йӗр те хӑварман. Анчах мӗн калаҫмалли пур ун пирки. Мирлӗ матроссене кӑмӑлсӑрлӑх ерчӗ пулас, никам та вӗсене йӗркене кӗме чӗнекенни ҫук. Кузьмичов, Христофор атте тата Егорушка пысӑк та тӗксӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, часах юман сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ. Мӗнле ҫул тупас? Мӗнле вӑл! — Эсир, джентльменсем, ҫак ҫула кайма ҫирӗппӗнех шут тытрӑра? — терӗ капитан. — Эпӗ-и? Корчагинсен тӗлӗнче пӗр самантлӑха чарӑнчӗ. Унтан, калинкке хапхана тӗртсе уҫса, картишне кӗчӗ. Вӗлерин, пурӗ пӗр вӑл пирӗнпе пӗр тӗне кӗмен». — Сире Бен Ганн кирлӗ пулсассӑн, эсӗ, Джим, ӑна ӑҫта тупмаллине пӗлетӗн. Лавки кладовойран майлаштарса тунӑскерччӗ, тӗттӗмччӗ, тимӗр алӑклӑччӗ тата тимӗр витнӗ террассӑна тухакан пӗр пӗчӗк чӳречеллӗччӗ; ӑна тӗрлӗ йышши иконӑсемпе, киотсемпе, сарӑ сӑран переплетлӑ славянла кӗнекесемпе «иҫӗм ҫырлисемпе» туллиех чышса тултарнӑччӗ. Трахвим, арманҫӑ, виҫӗмҫул хӑй патӗнче, арманӗнче, пӑвӑнса вилчӗ, эпӗ ӑна ҫакӑ пуличчен икӗ кун маларах кӑна курнӑччӗ те, кукамая ҫавӑн чухнех каларӑм: «Курӑн акӑ, куками, Трахвим ҫак кунсенчех синкерлӗ вилӗмпе вилет», — терӗм. — Ӑна святой тесе шутлаҫҫӗ. * * * Ирхине, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, вӑл чӑх-чӗп картишне тухса утрӗ. Хамӑр иккӗн ҫеҫ чухне калаҫма чӑтма ҫук йывӑрччӗ. — Ку ыйтӑва та тӗпӗ-йӗрӗпе пӑхса тухмасан хӑвӑршӑнах аван пулӗ, тесе шутлатӑп эпӗ. — Вӗсем ман пата килсен — эпӗ вӗсене перетӗп! — хуллентерех, анчах та татӑклӑн каласа хучӗ Людмила, амӑшӗн калавне итлесе пӗтерсен. Анчах патвар ҫулҫӳревҫӗ чакман. Пирӗн йӑхшӑн тӳсме ҫук намӑс!..» Давыдов ӗнсине хытӑ хыҫса илчӗ те Осетров еннелле сасартӑк ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ. Ӳслӗкне аран чарса, Матвей Юргин каллех калаҫма пуҫларӗ. — Мӗнех ӗнтӗ — тӗрӗс вӑл! Халӗ ӗнтӗ никам та тытса пыман пирога тӳрех шывсикки еннелле ҫаврӑнчӗ. Инсаровпа часах курнӑҫас ҫуккине аса илсен, ӑна хуйхӑ пусрӗ. Ҫакна хирӗҫ малтанхи сасӑ аялтан кӑшкӑрчӗ: — Штурмлама тытӑниччен ҫур сехет маларах эпир тупӑ персе пӗлтерӗпӗр: ку юлашки хут асӑрхаттарни пулӗ! Пирӗн патра — Морозов фабрикинче — ӗҫ пулчӗ пӗрре! Paul, тархасшӑн, тек ан ҫилентер мана. Эпӗ этеме юратни ҫинчен, чун вӑйӗ пысӑкрах е пӗчӗкрех пулнине кура, пӗр ҫын ҫине, темиҫе ҫын ҫине е нумай ҫынсем ҫине пайланакан юрату ҫинчен калатӑп; сӑмах аттемӗрсене, аннемӗрсене, тӑван пиччесене, ачасене, юлташа, тантӑш хӗре, пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫынна, этеме юратасси ҫинчен пырать. Уҫӑ сывлӑшра, хӑйсен пахчинчи улмуҫҫисен сулхӑнӗнче ӳснӗскерсем, вӗсем тӗнчене тата пурӑнӑҫа кӗнекесем тӑрӑх ҫех пӗлеҫҫӗ. Кӑшкӑрса пӑрахма та ӗлкӗреймӗрӗ обер-ефрейтор, Марийка ҫинелле пӑхса илчӗ те — тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: ун умӗнче пит ҫамрӑк вырӑс фрау, ытарма ҫук чипер пике тӑрать иккен, — хӗвелтухӑҫнелле похода килнӗ чух вӑл ак ҫакӑн пек дикарь хӗрарӑмсене тӗл пулма ӗмӗтленнӗччӗ те… Анчах, эпир пӗр-пӗрне пачах пӗлместпӗр пулсан та, эсир мана ответ парса, мана уйрӑм хисеп тӑвӑр, тесе шанатӑп эпӗ. Игнатӑн пысӑк та катмар пӗвӗ, труба пек сасси, сухаллӑ пичӗ, ҫӑра та кӑвак, ҫӗлӗк пек ҫӳҫлӗ пуҫӗ, вӑрӑм та вӑйлӑ аллисем, йӑлтӑраса тӑракан куҫӗсем — ҫаксем пурте Игната юмахри хурахӑн сӑнарне панӑ. — Эсир тӗрӗсне калатӑр, — терӗ Ромашов кӗтмен ҫӗртенех; хӑй шухӑшӗсене хирӗҫ хуравласа. Пӗррехинче, каҫхине чирлӗ атте патне доктор Ливси пычӗ. Вӑл чирлӗ ҫынна пӑхрӗ, унтан хӑйне анне панӑ апата васкаса ҫирӗ, кайран хӑйӗн лавӗ ҫитессине кӗтнӗ май чӗлӗм туртас тесе, пӗрлехи пӳлӗме анчӗ. Кивелсе ҫитнӗ «Бенбура» лаша валли ҫурт-йӗр пулманнипе, унӑн лавӗ тури ялта юлнӑ пулнӑ. Унра мана ҫӗнӗ майлӑн пӑлхатакан, кӑмӑлсӑр та хаяр тӑвакан темскер пурччӗ. Анчах г-жа Куэнтро ӑна хирӗҫ ответлесе чӑрманман, каялла ҫаврӑннӑ та, мӑнаҫлӑн утса хӑйӗн пысӑк булочнӑйне кӗрсе кайнӑ. Акӑ эпӗ пусма тӑрӑх хӑпартӑм, ҫӗнӗ ҫуртӑн пусми тӑрӑх, алӑк умӗнче чарӑнтӑм та питӗме шӑлтӑм — пӑчӑ пулчӗ — мӗн ҫинчен те пулин васкамасӑр шухӑшласшӑн — вара ытлах хӗрсе ҫитни туйӑнман пулӗччӗ. Ку вара обязательство копийӗ, ун тӑрӑх ҫапла пулса тухать. 1. Пысӑк Ҫӗр ҫине таврӑнсан тупса килне пуянлӑха Николай Антонович Татаринов аллине памалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. — Ку паян Мускавалла юлашки ӗнтӗ. Упӑшкинчен вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулта юлнӑ: унӑн упӑшки япун вӑрҫи пуҫламӑшӗнчех пуҫне хунӑ. Даша инкен мӑшӑрӗн портречӗ чӗнтӗрлӗ ҫиттипе витнӗ комод ҫинче, сенкер кӗленче вазӑсен хушшинче тӑрать. Портрет хыҫӗнче — ҫыру, хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ҫыру пур. Джемма ун ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ, татах вара зонтике кӑшт ҫеҫ ӳкермерӗ. Анчах Камеронпа Стэнли экспедицийӗсем Анголӑн ҫурҫӗртипе кӑнтӑрти чиккисем ҫумӗпе ҫеҫ иртнӗ, пӗтӗмӗшле илсен, ҫак пысӑк ҫӗршыва 1873 ҫулта, урӑхла каласан, «Пилигрим» кунта ҫитсе арканнӑ вӑхӑтра, тӗпчеменпе пӗрех пулнӑ. Унӑн фантазийӗ, вӑл шухӑшласа кӑларнисем тепӗр чух Панков пек йӗркеллӗ ҫынсен ӑсне те иккӗлентеретчӗҫ, — пӗринче ҫав сӑмахсене питех ӗненмен ҫын Хохола ҫапла каларӗ: — Баринов Грозный ҫинчен кӗнекесенче пӗтӗмпех ҫырман, нумайӑшне пытарса хӑварнӑ, тесе калать. Кунсӑр пуҫне, мужиксем пӗр-пӗринпе харкашма пуҫланӑ: тӑвансем пӗр-пӗринчен уйӑрма ыйтнӑ; вӗсен арӑмӗсем пӗр ҫуртра пӗрле пурӑнайман; кӗтмен ҫӗртенех тӳпелешӳ пуҫланса кайнӑ та, команда пулнӑ пек йӑлтах ура ҫине сиксе тӑнӑ, пурте кантур умне пуҫтарӑннӑ, улпут патне — час-часах ҫапса ватнӑ туртасемпе, ӳсӗр пуҫпа пырса тӑрӑннӑ, суд тума, айӑплама ыйтнӑ; шав, нӑйкӑшу, арҫынсем вӑрҫнипе хӗрарӑмсем ӗсӗклени ылмашса, ҫуйхашу пуҫланса кайнӑ… Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ суккӑр ачан сӑн-питне пӑхкалама пуҫларӑм, анчах мӗн калас-ха манӑн унӑн куҫсӑр питне пӑхнипех?.. — Ҫапла, Драницкая графиня, — пӑшӑлтатрӗ Кузьмичов та. Утрав ҫыранӗсем пырса кӗмелле мар чӑнкӑ, нумай вӑхӑт хушши ишсе шыранӑ хыҫҫӑн тин эпӗ утрав ҫине тухмалли меллӗ вырӑн тупрӑм. Ҫапла вара, офицерсен хӑйсен тивӗҫне йӗркеллӗн туса пымашкӑн вӑхӑт та юлман. Чӑнах та, ку вӑл юлашки ҫыру пулнӑ, анчах амӑшӗ ытлашши кулянсах кайман. Давыдов Федотка патне пычӗ те пӑшӑлтатса:— Ҫӗҫҫе куртӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Арҫынпа хӗрарӑм хушшинче тата мӗнле вӑрттӑн хутшӑнусем пулма пултараҫҫӗ? — Астумастӑп. Вӑл мана куҫран чуптурӗ те нимӗҫле: «Мӗншӗн макӑртӑн эсӗ?» — терӗ. Тухса ҫӳрет пулсан, — вӑл ачаран хӑратчӗ-и вара? — Чирленӗ-и-мӗн эсир? — хӑюсӑррӑн ыйтрӗ Ромашов, кравать ҫине, ун ури вӗҫне ларнӑ май. Ҫул правленийӗнчен: шпалсем ҫук, тесе пӗлтерчӗҫ. Сӑмахӗ ун ҫав тери лайӑх тухрӗ, Гаер Кулий вилӗм батальонне кӗнӗ ячӗпе ирттернӗ ӗҫкӗ-ҫикӗринчен темиҫе хут лайӑхрах. Анчах эпӗ ӗнтӗ калаҫма та пуҫларӑм… — Эсир каланӑ тӑрӑх кайсан, эпир ҫултан аташмастпӑр пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Хӑй ҫавӑнтах хурланса, хӗрарӑм пек ӗсӗклесе макӑрса ячӗ, уншӑн хӑйӗн ӗлӗкхи уҫӑ та янӑравлӑ сасси ҫав тери тӳсме ҫук шел пулчӗ. Адреса Англи саспаллийӗсемпе ҫырнӑ. Ун пекки кунта ҫук. Эпӗ вара ӑна хирӗҫ «Тавах, кирлӗ мар» теесрен аран-аран кӑна тытӑнса юлтӑм. Анчах та Катя ҫак самантра Николай Антонычӑн пирӗнпе нимӗн ӗҫӗ те ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ, ара эпӗ Катя патне ҫӳретӗп, ун патне мар-ҫке-ха. Солоха хӑй те хӑраса ӳкрӗ. Любишкина Давыдов пиншак, шӑлавар тата атӑ пама хушнӑ. Тепӗр кун ирхине лагерьте пурте тул ҫутипех вӑраннӑ. Ҫак каҫа хӑш-пӗр ҫамрӑксем сӑрт хыҫӗнче, тӳрем вырӑнсенче ирттернӗ. — Пире чӑнах та чавса тӑршшех лартрӗҫ! Петр ҫӗкленчӗ. Часрах, Флоринда. Чӑн та вӗсем фронтри шӑтӑка тепӗр куннех саплаҫҫӗ. Хӗрлӗ утлӑ ҫар хыҫҫӑн вӗсен фрончӗ сыпӑнать; анчах вӗсен тылӗнче хӗрлисен хӑватлӑ утлӑ ҫар коллективӗ пулса тӑрать. Ҫак коллектив тӑшманӑн тылри вазисене ҫӗмӗрсе тӑкса, поляксен Киев латӗнчи группи ҫине пырса тапӑнмалла. Хӑй сӑмсине хушман ҫӗре пырса ан чиктӗр. Авланас пулать… мӗн капла пурӑнса?.. «Иккӗмӗш бригадӑна чӗнме ямалла пулӗ, унсӑрӑн тырра илсе кайса пӗтерӗҫ», — шухӑшласа илчӗ Давыдов. Эсир-и вӑл? Зли-долӑ енчен йышлӑнрах та пырса тӑчӗҫ. — Сӑмах калани ытлашши, — терӗ вӑл. — Вараларӑн пулсан, малтан ӑна тасатас пулать, кайран вара каясси пирки сӑмахлама юрать. Эпӗ вӑл каҫпа вилми мӗншӗн лайӑх пулнине чухласа илеймерӗм. Эпӗ юлашкинчен калаҫма чарӑнса шӑплансан:— Ну-тӑк, мӗн кирлӗ, эппин, сире манран? — ыйтрӗ вӑл пурӗ те. — Килте-и вӑл? — Курӑр-ха эсир ӑна! — кулса илчӗ Дымов. Хӑрушлӑх хамӑр часовньӑра тӗл пулнӑ пекех килсе хупларӗ, килсе хупларӗ те иртсе кайрӗ. Тепӗр кунне вӑл хӑй планне вырӑна кӗртме тытӑннӑ: пасартан хулӑн пир, кӑвак китайка тата пӑхӑр тӳмесем илсе килтернӗ, Настя пулӑшнипе хӑй валли кӗпе тата сарафан каснӑ, мӗн пур хӗрсене ҫӗлеме лартнӑ, ҫапла вара каҫа хирӗҫ пурте хатӗр пулса ҫитнӗ. Унӑн урине ҫыхнӑ тутӑрсем пӗтӗмпех ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, ҫӗтӗк витӗр суранланнӑ урисем тӗллӗн-тӗллӗн какайланса кайни курӑнать. Макар ун ҫине кӑмӑлсӑр ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй малалла каларӗ: — Эпир ӑна санран колхоз валли ӑратлӑх туянасшӑн, улӑштарма та пулать, мӗншӗн тесен сӑнне кура, вӑл лайӑх ӑратран, тен, ун мӑн аслашшӗсене, хамӑр патра ҫӗнӗ ӑрат ӗрчетме, пӗр-пӗр Англирен е темле Голландирен илсе килнӗ. Вӑт мӗнле пуҫланса каять манӑн тупӑкри пурнӑҫӑм!.. Ҫӑмӑл кӑна самолётпа вӑл калама ҫук кӑткӑс фигурӑсем турӗ, — вӑл вӗҫнине пӑхса тӑрса, нумай опытлӑ подполковник та ирӗксӗрех ӑна мухта-мухта илчӗ. Падре, мана пилӗк ҫул хушши пӑталаса тытрӗҫ, эпӗ ҫапах та чӗрӗлтӗм. Анчах Аркадий тӗрӗс пулчӗ. Ҫавӑн пекех, пурнӑҫа ӳпкелет. Хӗрри ҫурӑлнӑ, лучӗркенсе пӗтнӗ конверта Лена пайтахчен аллинче тытса тӑчӗ, вара сасартӑках, хӑй те пӗлмесӗр, ӑна уҫрӗ, хӑйне тытса чараймасӑр, ӑна вӗҫне ҫитичченех вуласа тухрӗ. — Пӗччен-и? Кадриль пӗтсен, Ситников Аркадие Одинцова патне илсе пычӗ; анчах вӑл унпа кӑштах пулин те паллашнӑ-ши вара: вӑл хӑйӗн сӑмахӗсене йӑлтах пӑтратса пӗтерчӗ, Одинцова ун ҫине кӑштах тӗлӗнерех пӑхрӗ. — Паллах ӗнтӗ, тискер ҫӗршывсенче мыскарасем курмасӑр пурӑнма май ҫук, — терӗ Пӑван. Сӑмахран, хайхи Каса-дель-Корво патӗнче драма тухса кайнӑ каҫ, Леона хӗррисем патӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле тӑсӑлса выртакан тӳрем тӑрӑх виҫб пӗчченшер юланут кайнӑ. — Эсир каятӑр-и вара? Ҫук, тӑхта… тепӗр минут ҫех… Эпир пӗр-пӗрне ыталаса илтӗмӗр. Халӗ ӗнтӗ суйласа илмелли черет ҫитрӗ. Вӗсен бизонсем нумай пулнипе урӑх чӗрчунсем: пӑлансем, упасем, пӑшисем, кашкӑрсем, ӑтӑрсем, лашасем, хир качакисем тума тытӑннӑ. Килйышри пӗчӗк харкашӑва итлесе тӑма мана кӑштах аван мар пулчӗ, анчах тавлашнӑ май ҫак ҫемье хӑйӗн чӑн-чӑн шухӑш-кӑмӑлне кӑтартнине курасси, эпӗ кунта пулни вӗсене хӑйсен шухӑшӗсене калама чӑрмантарманнине туясси ман кӑмӑла килчӗ. Вӗсем пурте кит тытас ӗҫ тупӑшлӑ пултӑр тесе тӑрӑшаҫҫӗ, ку таранччен кашни ишеврен сахал мар тупӑш илнӗ. Огняновӑн куҫӗ йӑлкӑшса илчӗ. Урамсен тӑрринчи, кӑвайтсен ҫийӗнчи ҫӑмламас ҫӑлтӑрсем те урӑхларах курӑнаҫҫӗ; ҫулӑм умӗнче ларакан вӑл е ку марсиан хӑй сисмесӗрех пуҫне каҫӑртать те — манӑҫнӑ, халӗ вара чӗрӗлсе тӑнӑ ӳкерчӗке тӗмсӗлсе тӗсет. — Ну, юрӗ… Курӑн-ха акӑ, пирӗннисем ӑна часак хӳтерсе кӑларӗҫ. Эпӗ Ромашов сутӑнчӑк ҫын иккенне кӑтартса панӑшӑн-и? Мӗскер хӑтланма шутланӑ эсӗ? — Нимӗн те пӗлместӗн эсӗ рабочи ҫинчен! — Ах, мур ачи! Ну ача! Нивушлӗ мана нихҫан та ӑс кӗрсе ҫитмест? Вӑл «Новосёлра» ыйхӑран вӑранать, кӑнтӑрла «Первомайскинче» е «Микоянра» виноградниксенче калаҫусем туса ирттерет, каҫ пулас умӗнхи вӑхӑтне «Виҫҫӗмӗш Интернационалта», «Телейлӗре» е «Красноармейскинче» ирттерет, каҫхине ӑна Чумандрин совхозӗнчи продуктсем йышӑнакан складра эрех тӑвакансемпе калаҫса тӑнине кураҫҫӗ. — Ӑҫтисем эсӗ? Ҫурҫӗрте тата аяккарах куҫса кайнӑ-и тен? Пӗр-пӗрне тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитернӗ ватӑ кичем пупӗпе майри пекех, вӗсем пурӑннӑ пушӑ пӳлӗмсенчи сывлӑш та пӑчӑ, йывӑр. Хӑш чух эпӗ ун ҫине пӑхса ним сассӑр пушӑ вырӑналла, тӗпсӗр шӑтӑкалла, тӗттӗм ҫӗрелле анса кайнӑ пек пулатӑп. — Кӑмӑл тумастӑр-и? — шкап енне кӑтартса, сӗнчӗ Назанский. Цирк килчӗ. — Унта пӗр ҫын та пулман. Унӑн Атӑл шывӗ тап-таса ҫуса тасатнӑ урисем ҫумне кӑвак йӗме ҫыпӑҫса ларнӑ та, вӗри хӗвел ӑшшинче типсе хытнӑ. Ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетсе ячӗ. Ҫӗрле вут ҫунтараҫҫӗ; кашеварсем кашни куреньрех пысӑк пӑхӑр хурансемпе пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ; вут хунӑ вырӑнсенче ҫӗрӗпе пӗр ҫывӑрмасӑр хуралҫӑсем тӑраҫҫӗ. Аманнӑ ҫын ӗнтӗ хӑй йӑнӑш ҫулпа кайнине ӑнланса илнӗ: шыв ӗҫме ҫӳренӗ вырӑнӗ ҫав йӗрӗн тепӗр вӗҫӗнче пулнӑ. Ҫакӑн пек шухӑшласа, эпӗ, чӗрем хускалнипе, ирӗксӗрех мӗскӗн кимӗ ҫине пӑхса тӑтӑм. Унӑн панцырне те хывса илмерӗҫ, тӳрех кӑвар ҫине пӑрахрӗҫ. Унтан инҫе мар ҫӑра мӑйӑхлӑ, ҫӳллӗрен те ҫӳллӗ хорунжий тӑрать; хӑй хӗп-хӗрлӗ: ку пан хӑватлӑ симпыл таврашӗпе вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫике питех те юратать пулмалла. — Михайло Антонов, — эсӗ илтнӗ-и? Чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн сасси кӑна, кивелсе ҫитнӗ хут купӑсӑн ҫӗтелсе пӗтнӗ картлӑ-картлӑ миххи хашлатса сывланӑ пек, хӑйӑлтатса тухакан пулать. — Сана, тен, манпа кичем? — терӗ Аэлита. Вӑл ҫӗнӗрен калаҫма тытӑнсан та, унӑн сассинче чӗрӗ ҫын сывлӑшӗ пӗртте палӑрмарӗ. Паллах, юрать те, калас та пулать. Элен ҫав хушӑра, майор кӑтартнисемпе усӑ курса, Мюльредине ниҫта тухмасӑр астӑвать, ун валли пурне те тӑрӑшса тӑвать. Тулта сивӗ те тӗксӗм. Пире качча парса ярӗҫ, арӑм пулнӑ ҫынна алгебра нимӗне те кирлӗ мар. — Ҫапла каларӗ те Лиза, кулса ячӗ. — Акӑ ӗнтӗ эпир ҫитрӗмӗр те! — терӗ пиччӗшӗ, Михайловски батарея патне ҫитсе лав ҫинчен ансан. Мӗн пулчӗ, чӗппӗм? Сӑрт ҫинчен ҫул ҫинелле енчен енне сулкаланса тенӗ пек тухакан пысӑк мар хыр вӑрманне хӗвел витӗрех ҫутатать, ҫавӑнпа та унти кашни йывӑҫах хӗвел лакӑмӗнче ларнӑ пек туйӑнать. — Сире тата ҫакна калатӑп: шухӑшласа пӑхма хирӗҫ мар эпӗ — шухӑшлани вӑл лайӑх… тата ӑсне те пире ҫавӑнпа панӑ; анчах хам мӗн тусан мӗн пуласси ҫинчен нихҫан та шутламастӑп эпӗ, май килнӗ чухне вара чӗрне тӑршшӗ чухлӗ те шеллеместӗп хама: мӗн шеллес. Йывӑҫсен айӗнчи сип-симӗс кавир, ҫӳлти ем-ешӗл зонтиксем, йывӑҫсен ҫурта пек ҫӳллӗ вуллисем таҫта ҫитичченех тӑсӑлса кайнӑ, нимӗнле ӗмӗлке те, сулхӑн таврашӗ те ҫукки, ҫутӑ пайӑркисем шултӑра ала витӗр тухнӑ пек темӗнле ҫутатса тӑни — ҫаксем пурте пӗрле хутшӑнса вӑрман сӑн-сӑпатне ӗмӗрне пулман пек туса кӑтартаҫҫӗ, Кивӗ Тӗнчепе Ҫӗнӗ Тӗнче вӑрманӗсен сӑн-пуҫӗ кунта нимӗн чухлӗ те сисӗнмест. Ҫуллахи каҫ пӗчӗк ватӑ садра шухӑша каймалла ӑшӑ та лӑпкӑ пулнӑ пекехчӗ халь ун чӗринче те. — Акӑ мӗнле лартрӑмӑр! Осип Кондратько Российӑн кӑнтӑр енчи вырӑнӗсенче ҫирӗм ҫул ытла ӗҫленӗ. Пӑшал сасси тӗттӗм ҫӗрӗн шӑплӑхне ҫурса пӑрахрӗ. Кӳршӗ автанӗ, Майданниковсен автанӗ хыҫҫӑн сасӑ пама хӑйса, Макара пӗр хӑнӑхнӑ ӗҫрен йӑлтах пӑрса ячӗ: унӑн акӑлчан чӗлхине вӗренес хастарлӑхӗ чакнӑҫем чакса пычӗ, кӑмӑлӗ кунтан-кун ытларах пӑсӑлчӗ… Мэрипе Сид яланах хӑйсен ирӗкӗпех пачӑшкӑ проповедь каланисене итлеме юлаҫҫӗ, Том та юлать, анчах урӑх, кирлӗрех шухӑшсемпе юлать вӑл. — Кала-ха, тархасшӑн! — хуравласа хучӗ Щукарь мучи. — Эпӗ ӑҫталла каймаллине пӗлместӗп. Ваҫили Андрейчсӑр пуҫне, сӗтел хушшинче кӑвак сухаллӑ старик — кил хуҫи ларнӑ, вӑл килти пиртен тунӑ шурӑ кӗпепе пулнӑ; унпа юнашар ҫӳхе ситца кӗпе тӑхӑннӑ, мӑнтӑр ҫан-ҫурӑмлӑ, праҫнике Мускавран килнӗ ывӑлӗ тата сарлака ҫурӑмлӑ, килте пурӑнакан ывӑлӗпе хӗрлӗ ҫӳҫлӗ типшӗм кӳршӗ ҫынни пулнӑ. Тома хӑй умӗнче пурте шума тапратнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Ҫак япаласене поезд ҫине тиенӗ чухне вӗсене станцири чекист арестлеме тӑнӑ. Юнӑм пӗр тумлам юлмиччен юхса тухнӑ пекех… Хӑй яланах калаҫма юратнӑ пулин те, негр-конюх ку хутӗнче пӗр сӑмах та хушман. Планӗ мӗнлине халь каламӑпӑр, мӗншӗн тесен вӑл темӗн тӗрлӗ те улшӑнма пултарать, ҫакна эпӗ малтанах пӗлсе тӑратӑп. Ҫавӑн пек кӗленче ҫине айккинчен пӑхсан, вӑл ҫӗнӗ Уйӑх ҫурлин вӑтам пайӗ евӗрлӗ, ун пек фигурӑна ученӑйсем мениск, теҫҫӗ. Амӑшӗ, аманнӑ кайӑк евӗр, ачине хӑй кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, хӳхлесех йӗрет; ача куҫӗсем ҫав-ҫавах темле ним хусканусӑр, сивлеккӗн пӑхаҫҫӗ. Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн чӗреслетсе ҫумӑр ҫуса иртнӗ хыҫҫӑн, тепӗр кунне Яков Лукич юланутпа Хӗрлӗ юманлӑха тухса кайрӗ. «Акӑ эпӗ юратса пӑрахрӑм та ӗнтӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, хамӑн тӑрантас ҫинче малалла ҫул тытса. — Нумай та курмарӗ-ҫке, — кулса илчӗ те Петр, тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ: — Мӗн эсӗ пӗрмай кӗпе аркине ҫӗклетӗн? Сакӑр сехет тӗлне пурте судно ҫине тавӑрӑнчӗҫ, каҫхине «Дункан» Тристан д'Акунья утравне, ун патне текех килсе ҫӳрес мар тесе, хыҫала тӑратса хӑварчӗ. — Мӗн пулать те, мӗн килет, — терӗ Огнянов. Сехри хӑпнӑ хӗрача буйволсем патӗнчех курӑк ҫине ӳксе тӑнран кайнине вӑл аран пӑхса тӑма хӑват ҫитерчӗ. Анчах та ҫакӑн пек, сӗм вӑрманта пӗр пӗччен пулас пулсан… — Анчах Бризигелла вӗсене пачах ҫул май мар вӗт. — Мӗнле апла мӗне кирлӗ? Анчах юлашкинчен пурпӗрех тавҫӑрса илчӗ пулас та мана кӑнн пӑхрӗ, вара пӗр кулмасӑр ҫапла каларӗ: — Ку мӗн япала тетӗн-и? Ыран ӑсатса ярӑп. Шӑпах пулчӗҫ. Магнит патне ӗҫлеме опытлӑ астрономсем лартнӑ, монарх хушнӑ тӑрӑх вӗсем магнита вӑхӑтран-вӑхӑта тӗрлӗ май ҫавӑрса лартаҫҫӗ. Ҫак кунсенче эпӗ ухмах пек сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗм: темрен хӑратӑп, темле усал япала пулас пек. Никама чӗререн пӗр хаваслӑ сӑмах калаймастӑп; хам ҫумра темле шпион ларнӑ пекех. Кимӗ сӑмсипе барка аяккине пырса тӗкӗнчӗ. Темшӗн, ӑна резервра тытнӑ. Ипполит Шалый ҫынсем хӑйне хисеп тунине курма хӑнӑхман. Вӑл хӑй ӗмӗрӗнче нихӑҫан та «тем пысӑккӑш» сӑмах та каласа курман. Хӑй ӗҫлесе панишӗн те вӑл хутӑр ҫыннисенчен мӑкаричсем кӑна ӗҫкеленӗ, урӑх нимех те илмен. Эпӗ, сӑмахран, примус чӗртме хӑтланатӑп, Лурие паяльнӑй лампӑна чӗртме хушатӑп. Вӑл нимӗн шарламасӑр утса пырать, хутран-ситрен хӑйӗн имшеркке аллине путӑнса кӗрсе кайнӑ ҫӳхе тутисем патне иле-иле пырать. Ӑҫтине каламастӑп, эсӗ ун арӑмӗ пулсан та. Эпир кунта преступление пӑхса тухма пуҫтарӑннӑ, мӗн-мӗн пулнине эсир пурте пӗлетӗр пулӗ тетӗп. Ой, мӗн калаҫатӑп эп, тупата туршӑн! — комикла ассӑн сывласа янӑ Ухтищев. Ҫак ҫамрӑк ҫын пирӗн пата урӑх пӗрре те килмерӗ, анчах вӑл епле калани, фортепьяно умӗнче мӗнле ларни, ҫӳҫне силлентеркелени, уйрӑмах октавӑсене хӑйне манер сулахай алӑпа илни, ҫав вӑхӑтра кача пӳрнипе пуҫ пӳрнине октава сарлакӑш хӑвӑрт сарса яни, унтан вӗсене майӗпен пӗрлештерни, вара каллех, сарса яни мана питӗ килӗшрӗ. — Юрать. Петька ӳкӗтлемерӗ мана. Санӑн кам унта: шурри е хури? Хам ҫамрӑкки тата вырӑнти пурнӑҫ та мана хӑвӑртрах сывалма пулӑшрӗҫ. — Ну, Бойчо, мӗнле килӗшрӗ сана пирӗн улах? Ерофей Кузьмич сӗтел умне ларчӗ. Ыйхӑлакан ачасем, ҫухӑрса та шӑхӑрса, урама типӗ вутӑ илсе тухрӗҫ те тивертсе ячӗҫ. — Эпӗ пӑртак ҫамрӑкрах пулнӑ пулсан, — кулкаласа каларӗ сутӑ тӑвакан хӗрарӑмӗ. — Ӗмӗрте пӗрре юрать, — мӑкӑртатрӗ старик. «Рендич!» — шутларӗҫ вӗсем иккӗшӗ те, анчах шаккакан ҫын вырӑсла калаҫма пуҫларӗ: «кӗме юрать-и?» терӗ вӑл. Ытти пуканӗсене адвокатсем, форт командирӗ, капеллан, тухтӑр, офицерсем тата темле ӗҫпе пурӑнакан пӗр ик-виҫ ҫын йышӑнса ларчӗҫ. — Вӑл та-и? Ҫил вӗсен урисем патнелле типӗ ҫулҫӑсене вӗҫтерет. Кашни утӑмрах ҫав шӑтӑкран аяккалла — сулахаялла та, сылтӑмалла та ансӑртарах шӑтӑксем уйрӑла-уйрӑла кайнӑ, мӗншӗн тесен ҫав Мак-Дугал шӑтӑкӗ кукӑр-макӑр кукӑрӑлса ҫӳрекен коридорсен питӗ аслӑ лабиринчӗ пулнӑ. Ҫав коридорсем, пӗр ҫӗрелле пырса пӗрлешсе, каллех уйрӑлса кайнӑ, анчах вӗсенчен тулалла тухмалли вьтран та пулман. Куҫҫульне чарма хал ҫитереймесӗр, ҫак сӑрт ҫинче чылайччен ларчӗ пулас вӑл, унтан вара хӑйӗн хӳшшине кӗрсе тухнӑччӗ пулас, унтан татах, ниҫта ларма-тӑма пӗлмесӗр, таҫта ҫапкаланса ҫӳрерӗ пулас. Паллах — хӗрарӑмсене! Анчах эпӗ курнисем, сӑнанисем пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫынна хӗрхенессине ют пулнӑ. Вӗсене шута илсе ҫитерме те май ҫук, тата усси те ҫук. Сунарҫӑн вӑйлӑ аллисем чирлӗ ҫынна носилка ҫинчен хӳшӗри хӑйӗн кровачӗ ҫине ҫӗклесе хунӑ. Ҫутӑ та таса пӳлӗме авалхилле илемлетнӗ пулнӑ. Ку аваллӑха юрӑсенче тата халӑх хунӑ думӑсенче ҫеҫ асӑнаҫҫӗ, вӗсене те халь Украинӑра сухаллӑ суккӑр стариксем йӗри-тавра пухӑнса тӑнӑ халӑха бандурӑпа майӗпен янтӑратса юрласа панине илтме ҫук; ҫапла, пӳлӗмри япаласем Украинӑра унишӗн тытӑҫусемпе ҫапӑҫусем пуҫланса кайнӑ чухнехи вӑрҫӑллӑ йывӑр аваллӑха аса илтереҫҫӗ. Эпир хам ларакан парта ҫинех вырӑн йышӑнтӑмӑр. Вӑл сылтӑм енчи ретре, чи хыҫалта ларать. Колхоз правленине пырса, ҫӗнӗ председателе, Кондрат Майданиикова, ҫапла каларӗ: — Ҫӳресе ирттертӗм эп, савнӑ Кондратушка, ӑйӑрсене тыткалама вӑй ҫитмест манӑн… Малтанхи тарӑху иртсе кайсан, Бенедикт пичче шухӑшне улӑштарчӗ. «Фараонсен ҫӗрӗ», — ҫапла ят пачӗ вӑл Африкӑна, — энтомологшӑн питӗ пуян ҫӗр, ҫавӑнпа купта лекнипе эпӗ ним те ҫухатмарӑм ҫеҫ мар, «инксен ҫӗрне» лекнинчен ытларах усӑ та курӑн», — терӗ вӑл ӑшӗнче. — Ҫук, мана чарӑнса тӑма юрамасть. Пӗррехинче Павел Петрович ӑна сфинкс сӑнне касса ӳкернӗ куҫлӑ ҫӗрӗ парса парнеленӗ. Кайрӑм! — тенӗ Фома. «Леночка, — тесе кӑшкӑркаласа илнӗ вӑл ӑна хӑш чухне, — унта эрешмен шӑнана ӗмет, халех кайса хӑтар мӗскӗне!» Анчах вӗсем чупма пултарайман, мӗншӗн тесен кашни утӑмрах анса каймалли тарӑн шӑтӑксем тӗл пулнӑ, ҫавӑнпа сыхланса утмалла пулнӑ. — Пурнӑҫшӑн, тетӗр? Мускаври пурнӑҫ халь аса та килмест. Джон Мангльс лоцман илес темерӗ: Клайд заливӗн мӗнпур кукрисене вӑл хӑех аван пӗлет, ҫавӑнпа та суднона ун витӗр унтан авантарах никам та илсе тухаймӗ. Мана, урӑхла каласан, арҫын-производителе, эсӗ, сиенлӗ хурт-кӑпшанкӑ, вилесле хӑратма-и-ха?! Ан тив, Грант капитанӑн вилли таҫти ҫыран хӗрринче «Британин» ҫӗмрӗкӗсем хушшинче выртать тесе кӑна пӗлтерччӗр, нимне пӗлмесӗр, ӗмӗр-ӗмӗр иккӗленсе, хуйхӑпала ҫийӗнсе пурӑниччен ҫавӑн ҫинчен пӗлни те ӑна ҫӑмӑлтарах. Каллех пӑл-пӑл-пӑл! тутарни илтӗнчӗ, каллех чӑ-пӑрт! туса илни, ҫапла вара юлашкинчен пушӑ фляга ҫӗрелле кӗмсӗрт! анса ӳкичченех черетпеле ҫавнашкал илтӗнсе пычӗ. Пирӗн казаксем пек мар вӑл, ӑна ҫитеймеҫҫӗ вӗсем! Сӑмах май, королӗн ытти ҫывӑх ҫыннисем пекех, асамҫӑсем те чылайӑшӗ чӑлах. Кун пек майпа ҫилленнӗ патша вӗсем эмеллени усса килменнине тавӑрса пынӑ пулас. Унпа чылай ӗҫлеме тивет», тенине аса илчӗ. — Мӗн турӑр эсир ӑна? Ҫыннӑн хӑйӗн тивӗҫлӗхне нихӑҫан та манма юрамасть, тӗрӗс вӗт? Машинӑсем кансӗрлемеҫҫӗ… Юн тӑкас та ҫаратса тухас тенипе ҫеҫ вӗсем хӗҫ-пӑшал тытнӑ та, хӑйсем хыҫҫӑн тата тупра тиемелли лавсем пыраҫҫӗ. Вӑл хытах мар, анчах уҫҫӑн калама пуҫларӗ: — Эпӗ сиртен: ман сӑмаха ан пӳлӗр, репликӑсемпе ан турткалӑр тесе ыйтатӑп. Ку ман вӑйшӑн халь ытлашширех! Пенсине ӑна ӗҫ инваличӗн кӗнекипе пӗрле пачӗҫ. Лешӗ, кӗрӗк пиншак тӑхӑнни, тата темӗн каласшӑн пулса, пуҫне аллипе ярса тытрӗ. Анчах вӑл мӗн калас тенине ниепле те калаймарӗ. Вӗлтӗркке ҫакӑ начар хӳтлӗх ҫав, ҫавӑнпа электричество хӗмӗ манӑн алӑран ун аллине куҫрӗ; юрату пурте ҫапла пуҫланать темелле, ҫавӑнпа эпир час-часах ултава та кӗретпӗр — хӗрарӑмсем пире хамӑр сывлӑхшӑн та тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн юратаҫҫӗ тесе; паллах ӗнтӗ, ҫав енсем пире таса вут-хӗм йышӑнмашкӑн унӑн чӗрине ҫавӑраҫҫӗ, хатӗрлентереҫҫӗ, тейӗпӗр, ҫапах та, ӗҫӗ пӗрремӗш хут сӗртӗнни кӑна татса парать. — Мӗншӗн? — Эпӗ пӗтӗмӗшпех… ӳкмен вӗт-ха, леш, урам тӑрӑх ҫӳрекеннисен йышши мар… Алӑк умӗнче Шайтан мӗскӗнле йынӑшни илтӗнчӗ. Пирӗн инициативӑна ҫыхасшӑн мар, канаш панӑ пек калать, анчах вӑл тӗрӗс вырнаҫтарса каланӑ сӑмахсене хирӗҫлеме хӑтланса пӑх-ха, — вӑл сана, ҫавӑн пекех майӗпен шӑвӑнтарса, хӑй майлӑ ҫавӑрса лартатех, факт! Эпӗ сана унпа паллаштарма пултаратӑп… — Сӑмах ман пулӑшу ҫинчен пымасть, сан аннӳне, нумай ачаллӑ тӑлӑх арӑм тесе, колхоз пулӑшӗ. Вӗсен сӑмахӗсенчен ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: рабочи пурнӑҫӗ пур ҫӗрте те пӗрешкел-мӗн. Иван Петрович пурӑнӑҫа пит виҫеллӗ пурӑнатчӗ, нихӑҫан иртӗнсе хӑтланмастчӗ; эпӗ ӑна нихӑҫан та хӗрӗнкӗ пулнине курман (кун пеккине пирӗн таврара курман-илтмен япалах темелле ӗнтӗ); хӗрарӑмсем енне вӑл питӗ туртӑнатчӗ, анчах хӑй хӗр пекех вӑтанчӑк ҫынччӗ. Эпир тата авантарах пурӑнатпӑр — упӑшкисем арӑмӗсене пулӑшмаҫҫӗ… — тетчӗ. Хупахра ларать пек хӑй; эрех илсе пырса параҫҫӗ ӑна; эрехӗ ҫунтарать ӑна; йӗклентерет ӑна эрех. Анчах ҫав савӑш уйӑхӗнчех эпир пӗр-пӗринчен тепӗр хут тӑранса ҫитрӗмӗр те, пирӗн хушӑра тепӗр харкашу пулса иртрӗ. Асӑрхарӑр-и эсир? Унсӑрӑн нумайӑшӗ кайран ӳпкелешеҫҫӗ, тырра ҫисе ятӑмӑр, упраймарӑмӑр, теҫҫӗ. — Мӗн пирки килтӗн-ха? Э, ҫа-ав тери сивӗтсе ячӗ! Начар та, йывӑр та вӗсене ҫапла пурӑнма, анчах мӗн ҫинчен калаҫмалла вӗсен? — Ну, пӗлетӗр-и, сирӗн пулни-иртнисене итлесе пӗтереес ҫук, — яланчӑклӑн пӳлчӗ ӑна Арчаковский. — Пӑрҫа патшашӑн мӗскер пулнине каласа парсамӑр тата мӗн те пулин. — Пит ҫӑмӑлскер пулнӑ пулас, пуринчен те мала сиксе тухнӑ. Йӗкӗт пулас! — мӑшкӑлласа каларӗ Лукашка, кӗпине ҫыр хӗрринче пӑрса тата пӗрмаях ҫӳҫеннипе чӗтресе. Анчах Павел Петрович, шӑпах Павел Петрович хӑй, унӑн аллине хӑйӗн тутисем патне илсе пырсан, ун ҫумне чуптуса мар, сайран тытамаклӑн чӗтресе, йывӑррӑн сывласа ҫыпҫӑнсан, мӗн кӑна пулчӗ-ши ӑна… Туземецсем ан ӑнланччӑр тесе, ҫакӑн ҫинчен вӑл французла ыйтрӗ. Том Аустина пӗлет вӑл. — Эсир итлет ман приказ! Кӑна, пӑх-ха эсӗ, вӑл хӑлхисемпе мӗн тӑвать. — Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ… Пӳрнисем чӗлӗхӗсене кӑшт кӑна перӗнеҫҫӗ, ҫӳлтен аялалла хӑвӑрт выляса анаҫҫӗ. — Ирхине ирех тӑмалла мар, ҫав пур пустуй япаласене те тумалла мар… Катя ун ҫине шухӑша кайса, чӗнмесӗр пӑхса илчӗ, пысӑк тутӑр пӗркеннӗ княжна хӗрес хывса илчӗ, Аркадий ҫакна асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗ, Ситников вара пачах хыпаланса ӳкрӗ. Марыся, малалла утма пултараймасӑр, темле пӗренесем ҫине ларчӗ. Ну, мӗн калаҫмалли пур унта! Рита вагон чӗтреннипе вӑранчӗ. Ӑна Павел пирусӗн вучӗ курӑнса кайрӗ. Хӑюллӑ казаксем турккӑсемпе, тутарсемпе тата ляхсемпе ҫапӑҫни ҫинчен вуланӑ чухне кашниех курнӑ паллӑ картинӑна аса илчӗҫ. Пурте, ярмӑрккӑри пек, шавлама, ахӑлтатма, ун-кун чупкалама тытӑнаҫҫӗ. Сасартӑк сӗтел ҫине темӗскер хыттӑн шаклатса ӳкнӗ, савӑт-сапасем чӗтресе кайнӑ. Португалсем, Камерон каланӑ тӑрӑх, хӑйсене арабсенчен те хаяртарах тыткаланӑ. — Кулӑшла пулса тухать-ха ку, — терӗ вӑл мӑкӑртатса, хӑйне кулӑшлах та марччӗ пулин те. — Пурте. Ан чӗннӗ пул! Мӗнле, кайӑпӑр-и е ҫук-и? Вӑл ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, кун пек ырӑ кӑмӑл ун чухне унӑнни пек характерлӑ ҫыннӑн ҫеҫ пулма пултарнӑ. Вӑл шпион пулнӑ! Es war ein Spion!.., «Айтӑр манпа пӗрле!» — терӗ шпион. «Юрать», — терӗм эпӗ… Эпӗ атӑ-шӑлавар тӑхӑнтӑм, подтяжкӑсене ҫаклатнӑ май пӳлӗм тӑрӑх ун-куҫ утрӑм. Чӗре тӑвӑлса килчӗ: «Киревсӗр!» — терӗм эпӗ хама хам. Вӑл, таҫта аякра, улӑхсем хыҫӗнче пытанса, тӗксӗм те сивӗ шыв ҫине ылтӑн тӗсевлӗ лаптӑксем пӑрахнӑ. Елена ун патӗнчен ниҫта та пӑрӑнмарӗ; вӑл ҫиппипе йӗппине чӗрҫи ҫине ӳкерчӗ те пӗр хускалмасӑр ларчӗ. — Ҫук. Эпӗ, тӳррипех калатӑп, пирвайхи юрату пирки ыйту хускатса, сире, ватах мар пулин те, ҫамрӑках та мар хусахсене, шансаттӑм; тен, эсир, Владимир Петрович, мӗнпе те пулин савӑнтарӑр? Ну, барышня, сывпулӑр, манӑн хулана пӗтӗм вӑйпах вӗҫтерес пулать, — терӗ вӑл васкаса. Ҫӗрле ҫанталӑк лайӑхланчӗ. Каҫхи шӑплӑхра таврари ялсенче автан авӑтни ушкӑнри ҫынсене паҫӑр та уҫҫӑнах илтӗнчӗ. Утӑ турттарас пулать. Яков чӑмласа ларать, унӑн суккӑрла пичӗ ҫинче кӑвак ҫӳҫ ункисем вылянса тӑраҫҫӗ, ҫӑмлӑ хӑлхисем тапранкалаҫҫӗ; повӑр хӑйне мӗн каланине итлесен, вӑл татах йӗркеллӗн те хӑвӑрттӑн калама тытӑнать: — Вӑл манран аслӑччӗ, унпа пурӑнма мана кичемле туйӑнса карӗ, мана хӗн пулчӗ, вара эпӗ унӑн аппӑшӗн хӗрӗпе ҫыхланса карӑм, вӑл ҫавӑн ҫинчен пӗлчӗ те мана ӗнсерен парса килӗнчен хӑваласа ячӗ… Петро Семиглаза шанманни темшӗн пурне те кӑмӑла кайрӗ, вара пурте юриех, вылямалла тенӗ пек, пӗр каварлӑ пулса, Умрихин майла пулчӗҫ: — Урӑх ҫын тупса парӑр! Паян вӑл урӑ, куҫӗ айӗнче унӑн, тарӑн ҫӗвӗ евӗр, хутаҫсем. Лактометра туртса кӑларсан, унта нимӗнле улшӑну та ҫуккине асӑрхарӑм, халь ӗнтӗ хӑвӑрах шухӑшлӑр, пуҫӑмра мӗнле шухӑш ҫаврӑннине, эпӗ лактометра каллех юр ӑшне чиксе хутӑм, анчах хальхинче ӑна пуҫхӗрлӗ чикрӗм. Хӑҫан та пулин хӑв адъютант пулатӑн вӗт. Ӑшаланӑ ҫерҫи тиркӗ ҫинче ларнӑ пек ларӑн вара лаша ҫинче. Тепӗр кунне ирхине ҫӗнӗ кухарка мана тӑратсан кӑшкӑрса ячӗ: — Ачам! Сан пит-куҫна мӗн пулнӑ? — терӗ. Унтан йӗнер айккинчи миххине илсе ӑна ҫынсем еннелле ывӑтрӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна самаях ҫӳле ҫӗкленчӗ те ҫурҫӗрелле хӑвӑрт кайса горизонтран ҫухалчӗ. Пурнӑҫӗнче кансӗр килнӗ чух вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине асӑрхама ӗлкӗртӗмӗр ӗнтӗ эпир. Захар ывӑлӗ иккен. — Ҫук, кирлӗ мар. — Атту эп вӗсене — кӑтартнӑ пулӑттӑм! Кӑнтӑрла тӗлӗнче, мӗлкӗ кӗскелсе ҫитнӗ вӑхӑтра, вӑтаҫӗрти шӑтӑк хӗррине ачашшӑн пырса сӗртӗнчӗ. Чарӑнчӗ фабрика, — пӗтӗмпех чарӑнса ларчӗ. Юрать-ха, эпӗ вилнӗ ҫын мар иккенне вӑрах ӑнлантармалла пулмарӗ Джима. — Эпӗ-и? Эпӗ кашни кунах аш кукли ҫиетӗп, ҫиелтен сода шывӗ ӗҫетӗп, цирк килсен, кулленех цирка ҫӳретӗп. — Вӑт шуйттан чӗрчунӗ! — мӑкӑртатрӗ Халл капитан. «Хывса пӑрах-ха, тусӑм, ҫынсене хӑратмалли тумна! Халӑх ҫине вӑл куҫ хӳрипе кӑна пӑхса илчӗ, унтан турине кӑларса ҫӳҫне якатрӗ. Кивӗ садсенчен ҫӳлерех, чӑнкӑ ҫӗререх, хӑпарнӑ хыҫҫӑн урам пӑртак ҫутӑлчӗ, аслӑланчӗ. Хама мӗн пулассине эпӗ пӗлместӗп, анчах Д. вилнӗ хыҫҫӑн та ӑна, унӑн ӗҫне асра тытӑп. — Ку сирӗн ӗҫ! — хирӗҫ тавӑрчӗ Николай, пуҫне тайӑлтарса. – Нивушлӗ чӑнах та пире пӑрахса кайӑн эсӗ? — терӗм эпӗ. Шывлӑ пӑс ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленет. Акӑ вӑл яланах сивӗ тӑракан атмосферӑна ҫитет. Сана кала, Давыдовпа Нагульнова кала, тепӗр эрнерен эпир камсем пулнине вара пӗтӗм Шырланпуҫ пӗлӗ. Чӑнах та ман патах килет-и вара вӑл?» — унӑн ҫывхарса килекен ури сассисене итлесе шухӑшлатӑп эпӗ. Булгаков ун енне хӑвӑрт ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Сӗтел тӗлӗнче лампа ҫакӑнса тӑрать, кӑмака кӗтесси хыҫӗнче тепӗр лампа пур. Ун пек мар-ҫке. Ҫук, каҫарӑр та, ун пек мар, — пӗр харӑсах каласа ятӑмӑр эпир виҫсӗмӗр те. Вӑл, тен, пурнӑҫӗнче пӑшал сассине те илтмен пулӗ. Эсир питленипе нумайӑшӗпе эпӗ те килӗшетӗп, анчах… — Ун хыҫҫӑн эпир хамӑрӑн сурансем ҫинчен сӳпӗлтетни пушӑ ӗҫ кӑна пулнине, вӑл путсӗрлӗхпе доктринёрство патне анчах илсе пынине тавҫӑрса илтӗмӗр. Пӑши хӑйӗн шӑнӑрӗсене пушатрӗ те уҫланкӑна тухрӗ, пӗлӗтелле чалӑшшӑн пӑхса, шӑн юра ҫуларӗ. Анчах та пӑхӑр-ха намӑс ҫуртӗнчи ҫав телейсӗр те йӗрӗнчӗк хӗрсем ҫине, унтан аристократла барыньӑсем ҫине пӑхӑр: ҫав тумтирсемех, ҫав духисемех, ҫавӑн пекех ҫара хулпуҫҫисем, алӑсем, кӑкӑрсем, купарчана мӑкӑртса илемлӗрех кӑтартас тени те ҫавах; ҫавӑн пекех хаклӑ та илемлӗ ахах-мерченшӗн вилсе каяс пек ҫунни; вӑхӑта хаваслӑ ирттересси те, ташӑпа музыка та, юрланисем те — ҫавсемех. Комета хӳрин вӑрӑмӑшне миллионшар, ҫӗршер миллион километрсемпе виҫеҫҫӗ. «Св. Мария» шхунӑн кулленхи журналӗнчен ҫырса илнине ӗнентерсе яратӑп. Эпир сана шыв хӗрринче кӗтсе тӑрӑпӑр. Вӑл мана вӑрансанах апат ҫитерсе тӑрантарма тата мана тӗп хулине турттарса кайма машина туса хатӗрлеме хушнӑ. Ҫапла каларӗ те генерал, кӳме алӑкне хыттӑн хупрӗ, Чертокуцкине унчченхи пекех ҫиттипе чӗркесе витрӗ, вара офицер господасемпе пӗрле килелле тухса кайрӗ. «Яланах тирпейле Ольӑна мӗн пулнӑ вара?» — тӗлӗнчӗ Алексей. Мӗн тӑвас тетӗр ӗнтӗ эсир унпа? Часах Лушка килне кайма пуҫтарӑнма тытӑнчӗ. Корвет, кӑнтӑр еннелле каяс вырӑнне, малтанах ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗ, унтан хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнса тӳрех Проход Крушений ятлӑ пролива кӗчӗ. Профессор хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмест. Татӑкӑн-кӗсӗкӗн ҫурса пӑрахрӗҫ. Кунта пурте йывӑҫсем ларнине, йывӑҫсем тӗлӗнче ҫӳлте пӗлӗт ҫути пуррине курчӗҫ. Ҫийӗ ҫинчи кӗпе-йӗмӗ кивӗ парусӑн тата матрос кӗпи ҫӗтӗкӗсенчен тӑрать. Пӗр ҫӗтӗкне тепринпе е пӑхӑр тӳммепе, е йывӑҫ хуллипе, е смала сӗрнӗ чӳпӗкпе ҫыхӑнтарнӑ. — Динго, кунта! — кӑшкӑрчӗ Дик Сэнд, самантлӑха хӑйӗн сӑнав вырӑнӗнчен хӑпса, бак ҫинелле чупрӗ. Синьор Феличе Риварес сирӗнпе паллашасшӑн. Тӗрӗс-и? Ҫапӑҫма юратакан ҫынӑнни пек пит-куҫӗнчи мускулӗсене хаяррӑн вылятса, вӑл хӑйӗн авалхи Рагуза, Дубровник ҫинчен, ҫав кӑнтӑрти славянсен Венецийӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекине кӑтартрӗ, Славян Адриатикӗ ҫинчен лекцисем вуласа парас ӗмӗтпе Мускава кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Чӑнах та, ҫил-тӑман тухнӑ-тухманах, ҫил куҫран кастарма пуҫласанах, Чуб килтен тухнӑшӑн ӳкӗнчӗ. Хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ те вӑл, хӑйне те, кумне те, шуйттанне те ятлаҫма пуҫларӗ. — Халех акӑ тӗпӗ-йӗрӗпе каласа парӑп. Леш тӗнчерен чӗнсе илекен ҫынсем хӑйсен вӑхӑчӗсенче мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех пычӗҫ. Пӳртсенче юлашки ҫутӑсем сӳнеҫҫӗ. 1576 ҫулхи хӗлле Швейцарие каякан ҫавӑн пек каравансенчен пӗри ҫумне манах тумне тӑхӑннӑ пӗр ҫамрӑк итальянец хутшӑннӑ. Хреснашшӗ, скептикла кулкаласа, ун пирки ҫапла каланӑ: — Хӗрарӑмсемшӗн тесен, эсӗ Фома, — пылтан та тутлӑрах пулатӑн… анчах пысӑк ӑс тесен, вӑл вара халлӗхе санӑн курӑнсах каймасть-ха… — тенӗ. — Хӑнара пире пурне те кичем пуласран хӑратӑп. Княжна вӗҫерӗнчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ. — Эй эс, Пӑртли, кам сана ҫавӑн пек илемлӗ ят панӑ? — тесе ыйтрӗ пӗри. — …Вӑрлӑх фончӗ пухнӑ вӑхӑтра та вӑл уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан пӗр вӑтам хресчене тӑнран яричченех наганпа хӗнесе тӑкнӑ, ҫитменнине ку ӗҫ колхозниксемпе ял Совечӗн исполнителӗсем умӗнче пулса иртнӗ. Гусев чӗтрекен сӑнсене, куҫҫульпе тулсах ларнӑ, тархаслакан куҫсене, редис пек хӗрлӗ, кукша пуҫ купташкисене курать. — Терек урлӑ кӗпер хывма шутлаҫҫӗ, тет, — терӗ пӗр хӗр. Старик хӑй ушкӑнӗпе посёлокри пур дачӑсене те, кӗрсе тухрӗ. Акӑ вӗсем тинӗс патнелле анма хатӗрленчӗҫ. — Паян киле кайсан та юратчӗ те, Егор пирки чӑрманма тивет-ха тата. Амӑшӗ, унӑн сарлака сӑн-питӗнчен сисмелле мар куҫ айӗн пӑхса, Весовщиковӑн йывӑр та тӑваткал кӗлеткинче хӑйне килӗшекеннине мӗн те пулин тупма тӑрӑшрӗ. Палуба ҫинче калаҫни-туни илтӗнмерӗ; килсе витнӗ хумсене пароход сӑмси касса пыни, пар чӑшӑлтатни, шаланда ҫинче тӑракан лашасем хартлатни, тапкалашни, капитан команда пани тата суранланнисем ахлатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. — Ну, мӗнех вара? — терӗ хулпуҫҫисене чӗтрентерсе Паганель. — Ытла ӑслах мар хӗрарӑм пек курӑнасчӗ тесе эпӗ мӗн чухлӗ вӑй хутӑм! Пурӗ те Гизехри Хефрон, Хуфу тата Микерин пирамидисене хӑпартнӑ ҫӗрте ҫеҫ усӑ курнӑ-ха кунашкал шутласа кӑлармалла мар пысӑк йышпала. Эсӗ ку ансат ӗҫ тесе шутлатӑн-и? — Старик, эс ӑҫта халь? Унсӑр тата сухаллӑ ҫынӗсӗр пуҫне эпӗ пурне те паллатӑп. Вӑл ассӑн сывласа, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Княҫ патӗнче пӳрт тулли халӑхчӗ. Вара вӑл та мӗн те пулин ҫырӗ, тен, Джим ҫинчен пӗлтерӳ, — пӗлме ҫук… — Атте! — кӑшкӑрса янӑ Фома. — Сана эпӗ ыйтнипе те ҫитет. Ҫак тискер кайӑксен шӑрши вара Валькӑн куҫӗ, ҫӳҫӗ, сухалӗ валли юриех пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ҫак шӑршӑ килӗшет те ӑна. Мана темле кулӑшла пек пула пуҫларӗ. Тӑнлавӗнчен, пӗчӗк суранран, ҫӳҫӗсене йӗпетсе, хуп-хура юн сӑрхӑнса тухрӗ. Эпӗ лайӑх пӗлетӗп ӑна: аван ача, харсӑр, сывлӑхлӑ, ухмах та мар. — Тинех! — Анчах ун ҫинчен статья пичетленсе тухнӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Вӑл макӑрса ячӗ. Анютка, хӑвала вӑкӑрсене! Курӑк шӑрши тӑрӑх вӑл ҫак вырӑнта мӗнле кӑмпа пулмаллине тата урӑх ҫӗрте мӗнлине пӗлетчӗ, час-часах вара мана экзаменлетчӗ: — Рыжик мӗнле йывӑҫа юратать? Ҫаплах пулса тухрӗ те. — Турӑ ҫинчен шухӑшлӑр, — терӗ аббат. Нильс аран-аран кӑна ҫӳрекелет, Корольков та унтан кӑшт ҫеҫ ҫирӗпрех. Сана ҫакӑншӑн мӗн тивӗҫҫине пӗлетне эсӗ, ӗҫсӗр аптӑранӑскер? — терӗ. Вӑл заседатель Шабашкин иккенне палласа илсе, Троекуров ӑна хӑй патне чӗнтерет. Кирек мӗнле пулсан та, Огнянова сутни ку ӗҫре паллах-ха, инкекӗ Огняновшӑн калама ҫук пысӑк. Тропикри чӑтлӑх вӑрманӑн ҫӗрлехи сывлӑшӗнче ҫӗрлехи сасӑсен чарӑна пӗлмен хорӗ янӑраса тӑнӑ, ҫав хора икӗ хутчен лаша ури сасси тата пӗр хутчен ҫын утнӑ сасӑ хутшӑннӑ. — Ан манар ӗнтӗ, монсеньор: сылтӑмра типӗ вар пулать, сулахайра — вӑрмана тухатӑр, — терӗ Гальмало. Пурте вӗсем пӑрахут сӑмси ҫинче кӗпӗрленсе тӑнӑ, вара, пыра-киле, Кононов ыйтнине парӑнса, парусинӑпа витнӗ хыҫ еннелле хускалнӑ, — унта апат-ҫимӗҫлӗ сӗтелсем ларнӑ. Эпӗ, гварди офицерӗн сӑмаххипе пите хытӑ кӳренсе, хӗрсе кайсах хам айӑпа сирме тытӑнтӑм. Вӑл тайкаланса утакан есаулпа юнашар пырать, хӑпма пӗлмесӗр ӑна сӑнран тинкерсе пӑхать. Вунпиллӗкмӗшпе вунулттӑмӗш ротӑсене вӑл пач пӑхас та темерӗ, аллине ӗшенчӗклӗн сулчӗ те:— Ну, кусем… темле ҫитӗнсе ҫитменскерсем анчах, — терӗ ҫеҫ йӗрӗнӗҫлӗн. Текех никам та хӑй вырӑнӗнче ларса тӑмарӗ; пурте ура ҫине тӑрса тавраналла хӑра-хӑра пӑхкаларӗҫ. — Вӑл ура ҫине тӑчӗ. Мана ӗненместӗр-и? Гаррис Уэлдон миссиспа Дика чаплӑ эбен йывӑҫне кӑтартрӗ — вӑл эбен йывӑҫӗн ытти тӗсӗсенчен чылай мӑнтӑр, ун хура тӗш йывӑҫӗ ытти пурне те паллӑ эбен йывӑҫҫисенчен хитререх, ҫирӗпрех. Ҫав пилӗк каҫ ҫинчен асӑнсан чӗтрекене ерчӗ. Эпӗ Белогорск крепӑҫӗнчен пынине пӗлсессӗн, сержант мана тӳрех генерал патне илсе кайрӗ. — Мӗн ҫинчен сӑмахлатӑр? — ыйтрӗ Яков; манах квасне ӗҫсе ячӗ, ҫӑварне ряса ҫаннипе шӑлса илчӗ те, пусма тарӑх утса аннӑ пек, ерипен калаҫма тытӑнчӗ: — Тихон асӑрхать-ха акӑ: ҫынсем каллех пӑлхав тӑвас еннелле сулӑнаҫҫӗ, тет. Юлашкинчен вӑл мӑнкӑмӑллансах кайрӗ: хӑй ҫав тери паллӑ ача тесе вӑл нихҫан та шухӑшламан. Нихӑшӗ те аманман, пӗр битюк ҫеҫ урине мӑкӑлтанӑ. Поляница кабинетне пӑхса ҫаврӑнсан, Давыдов йӑл кулмасӑр тӳссе тӑраймарӗ, анчах Поляница ҫакна хӑйне майлӑ ӑнланчӗ. «Эпӗ ӑна янӑччӗ», — тени илтӗнчӗ. Юлнӑ! Унта тӑпра та кӑпӑшкарах, курӑк та лутрарах, ҫавра шӑтӑк вырӑнӗ те ал тупанӗ ҫинчи пек курӑнать, факт! Гостинӑйран фортепьяно сасси илтӗнчӗ. Катьӑна килӗшет, Саньӑна ытлах мар иккен, калпакӗ килӗшет вара ӑна, Саня хӑйне валли ҫавӑн пек калпак ҫӗлететех ӗнтӗ. Вӑл унӑн сӑмахӗсене тимлӗн, пӗтӗм кӑмӑлпа тинкерсе итленӗ, ҫав вӑхӑтрах кашни тӗлпулу Фома кӑмӑлне тавӑрсах пынӑ, вӑл старикрен сивӗннӗҫемӗн сивӗннӗ. — Эпӗ хам курман. — Эпӗ укҫа тӳлетӗп, хисеплӗ ҫынсем, — терӗ Ванюш, кӗсйинчи пӑхӑрсене силлесе. Пӗр вырӑнта иккӗмӗш хут пулассине нихҫан та пӗлместӗн вӗт-ха. Ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ, ҫӗрме пуҫласа ирсӗрленмен вилнӗ ҫын сӗтел ҫинче выртнӑ. — Хаклӑ япала?! — кӑшкӑрса ячӗ Бенедикт пичче. Кантӑкран Даша инке юратакан ҫӳҫеллӗ чӳрече каррисем курӑнаҫҫӗ, — эпӗ шӑнкӑртаттарса пӑхрӑм. Ҫак ҫын ҫинчен халь лӑпкӑн шухӑшлатӑп та вӑл лайӑх француз пулнине куратӑп, анчах вӑл ытлашшипех те французчӗ. Феничка унӑн умӗнче пӳрнисене вӑйсӑррӑн хускаткаласа, хытнӑ пек тӑрать. Ку в-вӑл — йыт-качка халсӑрлӑхӗ ҫеҫ… Тар тата хӗҫпӑшалсем «Испаньола» ҫыран хӗрринче чылай инҫетре тӑрать. Килнелле утнӑ май, Ромашов вӗсене, ҫаплах тата тӳпене. сывлӑмпа йӗпенсе, шуралса кӑвакланнӑ курӑка пӑха-пӑха илчӗ те, ӑна ыйхӑран кулӑпа вӑраннӑ ним айӑпсӑр ирӗн ҫак капӑр чеченлӗхӗ хушшинче хӑй лутака, ирсӗр, чӑнлӑх та вӗҫӗ-хӗррисӗр ют пулнӑн туйӑнса кайрӗ. — Пӗрмай чакса пыратпӑр, пӗрмай чакатпӑр!.. Хохол, хуллен шӑхӑркаласа, вӗсен тӗлӗпе пуҫне усса иртрӗ те килхушшине тухрӗ. Гленарван каласа панисене ҫырса пынӑ чухне эпӗ сасартӑк «Зеланди» сӑмаха ӑнсӑртран аса илтӗм. Ӑнланма пултараймастӑп ҫавна, — анчах та ҫынсем хӑйсем вараланчӑк пурнӑҫпа пурӑннӑшӑн ытла пурте айӑплӑ маррине пӗлсен, чӗре ҫемҫелчӗ… Судра свидетель пулакан этем хӑй ҫумне хӗҫ ҫакса янӑ пулсан вара, этемне мар, хӗҫне кӑна хисепе илмелле. — Эсир пӗлетӗр-и-ха, мӗн пулса иртрӗ ҫав эвакуаципе? Вӑл мӑнаҫлӑ, чурӑс улпут теҫҫӗ, килтисене калама ҫук хытӑ тыткалать-мӗн, унпала никам та килӗштереймест, унӑн ятне асӑннипех пурте чӗтреҫҫӗ, тет, учительсене те (аves les outchitels) вӑл ним вырӑнне хумасть иккен, вӗсенчен иккӗшне хӗнесех вӗлернӗ пулать. Мерченсем те хӗрлӗрех пула-пула тӑнӑ ун кӗре кӑкӑрӗ ҫинче, бирюза та ҫӗнӗлле ялтӑранӑ ун пӳрнисенче, Соломон патшана Хирамӑн, Тир патшин, хастар карапҫисем аякри ҫурҫӗр тинӗсӗсен ҫыранӗсенчен парнелӗх илсе килнӗ сарӑ янтарь тетте-таврашсем те шартлатакан хӗлхемсем кӑларнӑ ун аллисенче. — Эпӗ сан патна ҫӑкӑр-тӑварпа пырсан, эсӗ мана чунупа йышӑн, эпӗ сан патна пӑрӑҫпа пырсан, чӗрӳпе йышӑн! — ҫак сӑмахсене каласан, ӑна сӗтел хушшине хӑйпе юнашар лартрӗ. Пӗр минутлӑха вӑл маларах мулкачӑ ларнӑ калитке умӗнче чарӑнчӗ. Ҫак костюмпа ача ҫав тери хитре те аван курӑннӑ. — Интересно, кам ӑна кунта илсе килнӗ-ши? Пуян хӗрарӑмсем хӑйсем валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлетеҫҫӗ, чухӑннисем, пасарта ҫӑм тавраш сутса, тӑварпа супӑнь илес укҫипе спектакль курма билет туянаҫҫӗ. Урамра пӗр чӗрчуна та хирӗҫ пулаймастӑн, хушӑран анчах пӗр шит хулӑнӑш тусанпа витӗннӗ ҫемҫе ҫул урлӑ автан каҫса каять; ҫав тусан вара пӑртак ҫумӑр ҫусанах пылчӑкланса ларать те Б. хулан урамӗсем мӑнтӑр сыснасемпе тулаҫҫӗ, вӗсене унти городничий французсем тет. Ҫырма шывӗ шӑнсах ларайман-ха, унӑн тӑхлан тӗслӗ хумӗсем пӗр евӗрлӗ выртакан юрпа витӗннӗ ҫыранӗсем хушшинче темле хурлӑхлӑн тӗксӗмленсе курӑнаҫҫӗ. Пӗтӗм лагере пӑхса ҫаврӑнсан, утнӑ хушӑра салтаксемпе калаҫкаласан, Яхнопа Озеров ылтӑн тӗслӗ упа сарри ҫулҫисемпе эрешленнӗ пушӑ уҫланка пырса тухрӗҫ. Эсир, господасем, ҫын кулнине куратӑр та ӑна ҫӑмӑл, тесе шутлатӑр; эсир ӑна: ху каланине ху хирӗҫ пыратӑн, тесе асӑрхаттарма пултаратӑр, — апла пулсан, вӑл тертленмест! Е пулштух краҫҫын илетӗн, е ик-виҫ курупка шӑрпӑк. — Ҫакӑнта пулмасӑр! Виҫӗ кунӗнче те калаҫмарӑм эпӗ. Анчах пӗрре, каннӑ вӑхӑтра, ҫамрӑк унтер мана хулӑм пирус пачӗ. «Цветной бумага, золотой коемочка, клестир и болван для коробочка, в подарках — 6 р. 55 к. «Книга и лук, подарка детьям — 8 руб. 16 коп. «Панталон Николаю — 4 рубли. Каҫ пулнӑ. Броневик хыҫҫӑн пӗчӗк ҫеҫ, уҫӑ тӑрӑллӑ вездеход пырать. Пурте Кӑтра Яша пирки пӑшӑрханнӑ, ун ҫинчен апла та калла шухӑшласа пӑхнӑ. Морис вӗлерекене хӑваласа ҫитсе, ӑна тавӑрма шут тытсан, ҫамрӑк креолка турӑ мустанга йӗнерлеме хӑй упӑшкине хӑй пулӑшнӑ. Эпир часах тӑмарӑмӑр. — Апла пулсан, юнашар килсе тӑр. Партие пурлӑху пирки нимӗн пӑшӑрханса тӑмасӑр кӗмелле. Вуннӑмӗш рота командирне, Алейников капитана, ырӑ вырӑнта вырттӑринех, темле люнет, е барбетчӗ-и ҫавӑнта, ик сехетре туса панӑшӑн «Аннӑна» илмех тӑратнӑччӗ ӑшшӑ. — Эсӗ, тусӑм, вӑтӑр утӑмран карта тивертейӗн-и? — терӗ вӑл упӑшкине. Ҫавӑнпа та вӑл халӗ ҫине тӑрсах Стручкова хӑйпе пӗрле пыма сӗтӗрчӗ, юлашкинчен вара лешӗ ирӗксӗрех, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса, картузне тӑхӑнчӗ. Эпир телейлӗ пулатпӑр… «Эсир тӑмпай, хисепле ҫыннӑм!» — вӗчӗхтерсе вӗҫӗмсӗр янӑрарӗ хӑлхара. Вӑл шартах сиксе илчӗ. Ҫук, ҫамрӑк тусӑм, ҫук, куларах хуравларӗ американец. Лешӗ тем калама пуҫласаччӗ, анчах чарӑнчӗ, хулпуҫҫисене турткаласа илчӗ те, пӑшалне уртса, васкавлӑ утӑпа сад пахчинчен тухса кайрӗ. Куратӑн-и? — хушса хучӗ вӑл, — эпӗ сана астутарма тивӗҫ, эпӗ мӗн… мӗн… Ӗҫленӗ чухне вара Джемма пачах улшӑннӑ: вӑл ӗҫ мӗнле пулассине витӗрех пӗлсе тӑнӑ, ытлашши хӗрсе кайман, ӗҫе пӗлсе, питех те тӗплӗн тунӑ, Джеммӑна парти ӗҫӗ енӗпе ҫеҫ пӗлекенсем, ӑна опытлӑ та дисциплинӑллӑ юлташ, ӑна кирек хӑҫан та шанма пулать, вӑл пур енӗпе те хаклӑ та пултаруллӑ парти членӗ тесе шутланӑ, анчах унӑн характерӗнче уҫҫӑнах палӑрса тӑракан уйрӑмлӑх ҫук, тенӗ. Пуртӑ тытнӑ старик, ним тума пӗлмесӗр, унӑн-кунӑн чупкалама тытӑнчӗ, пӗрре ҫунаран тытрӗ, тепре лашана чӗлпӗрӗнчен туртрӗ. Ӑслӑ ҫын ҫакна пӗтӗмпех, ӑнлантарса памасӑрах ӑнланать, ухмаха ӑнлантаратӑн-и, ҫук-и — вӑл ҫав-ҫавах мӗн виличчен ухмахла пурӑнать! — Анчах ку адрес 1863 ҫулхи пулнӑ. — Эх, лаша ҫав эпӗ! — терӗ вӑл, хӑйне ҫамкинчен ҫапса. Крепоҫран казак вӗҫтерсе ҫитрӗ. Амӑшӗ ура ҫине тӑчӗ те, кӗнекесем ҫине кӑтартса, айӑпа кӗнӗ пек ӑнлантарса пачӗ: — Эпӗ пӗрмай ҫаксемпе тӑрмашрӑм… Кай! — вӑл хуйхӑпа тулнӑ Гаврилӑна урипе тапасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ; Гаврила хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытса тӑман пулсан, каллех тӗшӗрӗлсе аннӑ пулӗччӗ. Николай Петрович шӑнкӑртаттарчӗ те: «Дуняша!» — тесе кӑшкӑрчӗ. Анчах Дуняша вырӑнне терраса ҫине Фенячка хӑй тухрӗ. Акӑ, студент Владимир Короленко пурччӗ, — вӑл та халь таврӑнчӗ. Эсӗ ӑна асӑрхайман. Шутоломовӑри хресченсем куланай тӳлесе пурӑнаҫҫӗ, вӗсен помещике ют ҫӗршыва тухса кайнӑ, — кам кӗтӗр-ха ӗнтӗ вӗсен хутне, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр-ха? Даша инке вӗрентсе каланӑ сӑмахсене эпир кӗҫех манса каймарӑмӑр. Вара пурте императортан пӑрӑннӑ: унӑн княҫсем, ҫар пуҫлӑхӗсем, унӑн ҫарӗ, ӑна малтан пӑхӑнса тӑракан ҫынсем пурте императора пӑхӑнми пулнӑ. — Паллах, — пӳлчӗ ӑна Шубин: — вӑл чипер, калама ҫук чипер; кирек кам та иртсе пынӑ чух ун ҫине пӑхса: акӑ кампа… полька ташлама лайӑх пулмалла, тесе шухӑшласа илнӗ пулӗччӗ; эпӗ те вӑл ҫакна пӗлнине тата ҫакӑ ӑна хӑйне килӗшнине шанатӑн… Хӑйӗн ҫӗнӗ юлташӗ, ҫӗре ӳпне выртнӑскер, чунтанах хурланса йӗнине курсан, хӗрачан чӗри ҫемҫелчӗ пулас, ҫӳллӗ ҫыран ҫине ним сас-чӳсӗр тепӗр хут хӑпарчӗ те йӗрекен ача умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Огнянова кам та пулин сутни паллах ӗнтӗ. Кинжал ил, — кӑшкӑрчӗ тепӗр казакӗ. Санӑн ни арӑму, ни ачусем ҫук, хуйхӑ-суйхӑ та пулман. Базаровӑн ваттисем ывӑлӗ кӗтмен ҫӗртен сасартӑк. таврӑннӑшӑн калама ҫук хӗпӗртерӗҫ. Хӑшӗ-пӗри «ӑнтарнӑ» вара: вӗсем темиҫе астероид тупнӑ. Гэнтера, Джойса тата Редрэта хамӑрӑн план ҫинчен пӗлтертӗмӗр. Пурин ҫинчен те пӗлсен, вӗсем питех тӗлӗнмерӗҫ, пирӗн пӗлтерӗве эпир кӗтнинчен те лӑпкӑрах итлерӗҫ. Унтан капитан палуба ҫине тухрӗ те, матроссене сӑмах каларӗ. Губкӑна шывпа йӗпетсе, вӑл портрет ҫине ларнӑ тусана пӗр-икӗ хут сӑтӑрса илчӗ, пылчӑкне тасатрӗ, вара хӑй умне стена ҫине ҫакса хучӗ те ҫав тери лайӑх ӗҫрен малтанхинчен те ытларах тӗлӗнчӗ: портретӑн сӑн-пичӗ чӗрӗлнӗ пекех пулчӗ, куҫӗсем ун ҫине пӑхнипе вӑл чӗтресе ӳкрӗ, каялла чакса: «пӑхать, чӗрӗ ҫын куҫӗсемпе пӑхать!» тесе каласа хучӗ. Илемлӗччӗ вӑл, ҫав салтак, — вӑрӑм пӳллӗ, патварскер, питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ; пысӑк ҫутӑ куҫӗсем унӑн уҫҫӑн та ӑшшӑн пӑхатчӗҫ. Паллах, эпир американецсем, — ҫӗр процентлӑ демократи. Пӑван вӗсем калаҫнине тимлӗн итлесе ларчӗ, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ вӑл тӗрӗс мар каланине, е юрӑхсӑр план пирки асӑрхаттарса ларчӗ. Вӑл чакӑр кӑвакрах тир тыттарнӑ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тата вӑрӑм ҫӗнӗ шинель тӑхӑнса янӑ. — Ан хӑрӑр, чӗрех юлатӑр, — кулса илчӗ Олеся. Унтан вӑл вӑйлӑ аллипе старике ҫухинчен тытса пусма ҫине кӑларса сирпӗтнӗ. — Пурне те йывӑр! — аллипе сулса каларӗ амӑшӗ, — Тен, ӑнланакан ҫынсене ҫеҫ кӑшт ҫӑмӑлтарах пулӗ… — Ҫапла, — терӗ Том. Эпӗ чун-чӗрепеленех тарӑннӑн та ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп — вӑхӑт ҫитет те акӑ, пиртен, патентланнӑ маттурсенчен, сирсе яма ҫукла илӗртӳҫӗсенчен, питӗ чаплӑ вӗҫкӗн-куштансенчен, хӗрарӑмсем вӑтанса йӗрӗнме пуҫлӗҫ, юлашкинчен салтаксем те итлеми пулса тӑрӗҫ. Ҫак выльӑхсен тирӗсем ҫине хӑйсене усракан хуҫисем кӗлемесем лартнӑ. — Мӗн тума пултартӑр вара вӑл? — сӑмаха хутшӑнчӗ Цанко. Ну?! Сывалса пыракан Машӑна ун ҫинчен чылайччен пӗлтермесӗр тӑнӑ. Иккӗленмелли ҫук, мана кураҫҫӗ те карап ҫине илеҫҫӗ. — Эсӗ тӳррине тӳрех кала, — сассине антарса каланӑ хӗр, — ман аттене юратмастӑн вӗт эс? — Кӑтартрӑмӑр эпир вӗсене пурнӑҫ! Ҫамрӑк пулсан та, итлеттӗм эпӗ ӑна, асли вырӑнне хурса итлеттӗм. Пурнӑҫра эпӗ, ӑна итленӗ пек, пӗр ҫамрӑк каланине те итлесе курман. — Пӗтӗмпех — пӗр ӑна ҫеҫ-и? Анчах эпӗ тарӑхмастӑп, — буфетчицӑран тата пароход ҫинче мӗн пулать — пуринчен те аякра пурӑнатӑп, эпӗ пысӑк чул хыҫӗнче тӑратӑп, кунӗн-ҫӗрӗн таҫталла ишекен тӗнчене пӗтӗмпех вӑл манран пытарса тӑрать. — Сволочь, — терӗ Яков. Чуна пӗтерме ҫӑмӑл мар, ох, ҫӑмӑл мар! «Атте мар-ши», — тесе шутлатӑп, хам ӑна кӗтмен пулин те. Вӑл хӑйӗн адъютанчӗ, паттӑр Гешан капитан еннелле ҫаврӑнчӗ те:— Гешан, командование сире паратӑп, — терӗ, — малалла та пӗр чарӑнмасӑр вӑйлӑн персе тӑрӑр. «Ҫак икӗ парти хушшинче хирӗҫӳ ҫав тери вӑйлӑ пырать: пӗр партин членӗсем тепӗр партин членӗсемпе апат та ӗҫсе-ҫимеҫҫӗ, сӑмах та калаҫмаҫҫӗ. Сирӗн пурнӑҫӑн факчӗ вырӑс ҫыннисен ӑруран ӑрӑва юхнӑ юнӗпе, куҫҫулӗпе саплашнӑ! Инкек кӑна курмалла санпа, факт! Арӑмӗ упӑшки мӗн ҫинчен каланине пӗлнӗ, анчах яланах пӗр евӗр:— Епле ан туйӑнтӑр? Хӗлле те, ҫулла та вӗсем сунара ҫӳренӗ, хӑйсен ҫемьисем валли кӑна мар, хӑйсем валли ҫимелли тупма пултарайман пур тӑлӑх арӑмсем, тӑлӑх ачасем, ватӑ стариксем тата ухсах-чӑлахсем валли те аш тупса панӑ. Официантсен пӳлӗмӗнчи сехет иккӗ ҫапма хӑрӑлтата пуҫланӑ вӑхӑтра, аллине салфетка тытса, лӑпкӑ утӑмсемпе танлӑ та хаяр сӑнлӑ Фока кӗретчӗ. Ҫил пыра-пыра ҫапать те, вӑрмансенчи вилӗ ҫулҫӑсене пӗлӗт пек вӗҫтере-вӗҫтере хӑпартса, аслӑ тӳпере ярӑнтарса ҫӳрет, хӗвелтухӑҫнелле иле-иле каять,— вара кӗркуннехи салху ҫӗр ҫинче хӗрлӗ ҫил-тӑвӑл ашкӑннӑн туйӑнать. Том аптраса ӳкрӗ, аллинчи шлепкине лутӑркаса тӑрать. — Каҫарӑр, — тет. — Николай Еремеич, улпут майри сана хӑй патне чӗнет. Вӑл мана ҫав щеткӑпа хӗнеме шутлани пӗр сӑмахсарах паллӑ. — Анчах эсӗ ан васка, шуйттан ачи, эпӗ сана пурне те каласа парӑп, пӗтӗмпе, тӗпӗ-йӗрӗпе, эсӗ вара куҫна шӑлкалама кӑна ӗлкӗр… Эсир ман хыҫҫӑн пырӑр-и, пымӑр-и, эпӗ пусма лаптӑкне каятӑп, унтан хӗрсен пӳлӗмӗнче мӗн пулса иртни пӗтӗмпех курӑнать. Суйи мар, чӑн-чӑнни пулма тӑрӑш… Ҫынсем ҫавна ыйтаҫҫӗ те… «Акулина чунӑм, чуптӑвӑттӑм та эпӗ сана, хӑймастӑп. Унччен эпӗ сире урӑх нимӗн те каламастӑп, хӑна ҫуртӗнче кӗтсе пурӑнатӑп. Хӗрарӑмсем сӑмсисене нӑшлаттаркалама тапратрӗҫ, тутӑр вӗҫӗсемпе куҫӗсене шӑлкалаҫҫӗ. Хӗрарӑм вӑл — чечче шатри пек, унсӑрӑн пурӑнма ҫук. Ак каллех аллупа тӗрткелеме пуҫларӑн. Вӑл алӑк еннелле сикет, Саломыга хӑйӗн тумтирӗнчен ҫатӑртаттарса тытнӑ ватӑ пӳрнесене ниепле те вӗҫертеймест:Ӑнӗ ҫитсе кӗнӗ Пейсах карчӑка пулӑшма васкарӗ. — Зельцер кӑкӑрне чӑмӑрӗпе ҫапа-ҫапа калать. Лайӑхрах чиксе хур. — Ҫапла! — терӗ Павел, амӑшӗ ҫине пӑхса илсе. Ваҫили Андрейч ҫунара ларнӑ. — Хӑлхасӑр та чӗлхесӗр! Ӑсран кайнӑ ачана, ҫавӑн пек никам та ӗненмелле мар хӑтланаканскерне, пӗтӗм шкул тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ. Гранатӑсемпе вӗсене! — Мӗнле пахчасем, тесе ыйтасшӑн эп санран? «Ҫук, ку текех санӑн ҫемйӳ мар, санӑн тӑван ҫӗршыву мар», — терӗ пӗр вӗҫӗмсӗр унӑн тепӗр сасси. — Парти дисциплини ҫинчен мӗн ҫырнӑ? Сыв пулсамӑр, ман телейсӗрскерӗм. Шутсӑр хуйхӑрса ӳкмелли пулчех ӗнтӗ унта. Ҫиессӳ те килет пуль, Иванчо? Ӗнер ҫӗрле, мӑйкӑчсене хуҫса, темиҫе ҫын тарчӗ. Сӑмахран, ҫав Крейцер сонатине, пӗрремӗш престона Гостинӑйра ҫурма ҫарамас тумланнӑ майрасем умӗнче ҫав престона калама юрать-и вара? — Ҫук, анчах нимӗн пирки те тав тумаллиех ҫук, — терӗм эпӗ, кӑмӑлӑмра нимӗнле ырӑ ӗҫ те тума ҫуккине кура. — Ав унта, шыв леш енче, юланутпа пыракан арҫына куратӑн-и? Анчах эсир, ырӑ господасем… Кӗрех, кӗрех! — илтӗнчӗ ҫавӑнтах ун сасси. Ҫав учитель пит капӑр, пит хӳхӗм ҫӳретчӗ — эпӗ тумӗ пирки калатӑп — ҫамрӑк автан пек, тата ҫуран мар, ытларах велосипедпа ҫӳретчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, Ҫӗнӗ Зеландин ҫыннисене икӗ тӗрлӗ кӑтартса параҫҫӗ: пӗрисемшӗн вӗсем йӑваш, теприсемшӗн — юншӑн ҫунакан ӗмӗтсӗрсем. Ку кӑтартусенчен илсе дикарьсен хаярлӑхне — вӗсем хӑйсене усал тунине хирӗҫ тавӑрни тесе каламалла. Туземецсем ҫулҫӳревҫӗсене мӗнле йышӑнасси пурӗ те ҫулҫӳревҫӗсен хӑйсене хӑйсем мӗнле тыткаланинчен килнӗ: лайӑх капитансене вӗсем лайӑх йышӑннӑ, сиввӗн калаҫакан ӗмӗтсӗрсене — начар. Павка сӗтел умӗнчи пукан ҫине ларчӗ те, ывӑннӑскер, пуҫне алтупанӗсем ҫине хучӗ. Санин ҫавӑнтах, ҫил-тӑвӑл иртсен килсе ҫитнӗ шӑплӑхпа усӑ курма шутласа, тӗлӗнмелле ҫепӗҫ те витӗмлӗ чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ; Бандит ача ҫавах хӑрать тесе пулас, пӳрт енне пӑрӑнчӗ. Ҫӗре вӗри ҫӗлӗк пек хупласа тӑракан шӑплӑх хумханма тытӑнчӗ, шурлӑх еннелле, вӑрманти пушарсем еннелле куҫса кайрӗ, поселок хаваслӑ сасӑсемпе, йывӑҫ кашӑксем шакӑлтатнипе, ачасен куллипе, хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнипе, ҫамрӑксен калаҫӑвӗпе кӗрлеме пуҫларӗ. — Тӗллӗн-тӗллӗн пырса кӗме ҫук, лейтенант юлташ. — Сеймура кӗрсе тухни ытлашши чӑрмав пек пулмасан, Мэрипе эпӗ, паллах, ӑна хирӗҫлеместпӗр. — Вӑл, тенкел ҫине витнӗ бархатӑн татса илнӗ ҫӳҫине тытса, Джемма ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ну, каҫхине вара эпир хамӑр камит кӑтартрӑмӑр, анчах халӑх нумай пухӑнмарӗ — вун-вуникӗ ҫын кӑначчӗ, — тӑкаксене саплаштармалӑх кӑна укҫа пухӑнчӗ. — Ҫапла, тусӑм, — тавӑрчӗ Гаррис. Эпӗ хӑрама та ӗлкӗреймерӗм. Вӑл каснинчен айккинелле пӑрӑнса, кӑпӑш хӑйӑр ҫинче чалӑшса, анаталла пуҫпах чикеленсе кайрӑм. — Таймыр! Ҫав куннех Жавенерен Париньене каякан ҫул икке уйӑракан чӑтлӑх вӑрманта хӗвел тухичченех пӗр ушкӑн халӑх пытанса ларса темскер кӗтнӗ. И. В. Сталин юлташ Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съезӗнче ССР Союзӗн конституци проекчӗ ҫинчен тунӑ доклад Сталин юлташ трибуна умне тухнине пӗтӗм зал нумайччен тӑвӑллӑн алӑ ҫупса, хавасланса кӗтсе илет. Сухарько уҫӑ ответ пама аптракаласа калать: — Хусканмасть, мур, пуҫне асла хывать. Ҫул ҫинче ларас-и? Чӳречерен карӑнса пӑхрӗ те шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Комиссар вилнӗ хыҫҫӑн хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри пӗтӗм пурнӑҫ йӗрки улшӑнса тӑчӗ. Тӗксӗм карчӑк, хаяррӑн темскер мӑкӑртатса, ман хыҫран темиҫе утӑм турӗ, унтан калле ҫаврӑнчӗ. Ҫакӑн пек паттӑр ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн эпӗ сывлӑш ҫавӑрса лӑпланас тесе кровать ҫинче калла-малла уткаласа ҫӳре пуҫларӑм. Биржӑра ҫеҫ йыхрав панӑ вӑл: камӑн мана чыс тӑвас кӑмӑл пур — тархасшӑн! — тенӗ. Паян ҫитетпӗр те акӑ, — шухӑшлать вал, хӑйне кансӗр иккенне пиччӗшӗ ан асӑрхатӑр тесе, хускалма хӑраса, урапа кӗтессинерех лӑпчӑнса пынӑ май, — тӳрех бастиона: эпӗ орудисемпе, пичче ротӑпа, пӗрле каятпӑр. Вӑхӑт нумай иртнӗччӗ ӗнтӗ, ҫурҫӗр ҫывхаратчӗ. Мӗскӗн Гек та ҫавӑн пекех пӑшӑрханса, хӑраса пурӑнчӗ, мӗншӗн тесен суд ыран пулать тенӗ чухне Том пӗтӗм историе Поттерӑн защитникне каласа кӑтартнӑ. Ку сӑмахсене халех каламалла та марччӗ-и тен. — Апла тата 1200 километра яхӑн кайнӑ пулать. — Кӑна мӗнле ӑнланмалла? Каялла килнӗ чух американски лаша малта, мустанг — ун хыҫҫӑн. Пӗр юланучӗ тепӗринчен мӗн чухлӗ каярахра пынине пӗлме хӗн. Анчах эпӗ сцена ҫинче урӑххине курнине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен пурин ҫине те санӑнни пек мар, урӑх куҫпа пӑхнӑ эпӗ. Кусем пурте сахал хавхалантарнӑ. Тихон ӗҫе яланах вӑхӑтра туса пыни те тарӑхтарнӑ. Вӑл машина пек ӗҫленӗ, ӑна нихҫан та, нимӗншӗн те ятлама сӑлтав пулман, Петра ҫакӑ та кӳрентернӗ. Халь ӗнтӗ тепӗр эшелонӗ, малтанхинчен хӑватлӑраххи килет. Чӑнахах ӗҫ пур, тесе калассӑм килчӗ, анчах эпӗ:— Ҫук, — терӗм. Тепӗр каҫхинех вӑл такине мӑйракинчен ҫавӑтса килчӗ. Кам? Кирек мӗнле пулсан та, вӑл чӗркуҫленчӗ, сӑмсине йӗре туйнӑ сунар йытти пек ҫӗрелле пӗкрӗ те мантикорӑран сакӑр дюймран кая юлмасӑр упаленсе пычӗ. Каярахпа вӑл аслӑ ҫулпуҫ пулса тӑнӑ, ӑна Питамакана тесе чӗннӗ, вӑл Чупакан Ӑмӑрткайӑк тенине пӗлтернӗ. Пӗр кӗтесре кивӗ арча ларать, тепринче — йӗнӗллӗ гитара тата ытти вӗт-шакӑр хитре япаласем нумай, хӗрачасем унашкал ӑпӑр-тапӑрпа хӑйсен пӳлӗмӗсене илемлетме юратаҫҫӗ. Вӑл аран-аран шыраса тупнӑ чи ҫинҫе пиртен мана ҫичӗ кӗпе тата ытти шурӑ хатӗрсем ҫӗлесе пачӗ, анчах ку пир ним суйса каламасӑр пирӗн лапрашки пиртен те хулӑн та хытӑччӗ. Ҫак кӗпе-йӗме вӑл хӑй аллипех ухса ҫӑватчӗ. — Граф теҫҫӗ-и? Аса илӗр те ман сӑмахӑма, кайран пулӗ: турра хирӗҫ каланӑшӑн лекет сире леш тӗнчере». Вара мана пӗр асаилӳ сасартӑк шалтах тӗлӗнтерчӗ — пӗррехинче хампа мӗн пулса иртни халь шӑп та лӑп ҫавӑн пекех тепӗр хут пулса иртнине астуса илтӗм: ун чухне те ҫакнашкал вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхетчӗ, хӗвел хурӑнсем хыҫне анса ларатчӗ, эпӗ хӗр ҫине пӑхаттӑмччӗ, вӑл ун чухне вулатчӗ, эпӗ ӑна магнитларӑм та, вӑл ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ; ун чухне те эпӗ кунашкалли пӗррехинче пулса иртни ҫинчен аса илнӗччӗ. — Хӑрушӑ та мар, йывӑр та мар, — терӗ Паганель часрах. — Ун урлӑ нумай ҫынсем каҫса ҫӳренӗ, вӗсен пирӗнни пек кирлӗ ӗҫхатӗрӗсем те пулман, ку ҫеҫ те мар, эпир хамӑра вӑй-хал парса тӑракан чаплӑ ӗҫ хыҫӗнчен ҫӳретпӗр, вӗсен ҫакӑ та пулман. Апла пулин те Базилио Вилармо текен пӗр ҫын 1782 ҫулта Карменран тухса Кордильерсем патне ҫитиччен ҫӳренине илтмен-и эсир? Тата 1806 ҫулта Консепсион провинцийӗн алькачӗ, чилиец дон Луис де ля Круц, шӑп кӑна ҫак вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑшшӗпе Антукоран Буэнос-Айрес хулине ҫитиччен хӗрӗх кунта тухнӑ. Юлашкинчен, Мартин де Мусси текен полковник та ҫак ҫӗршывӑн урлӑш-тӑрӑшшӗне пӗтӗмӗшпех ҫӳресе ҫавӑрӑннӑ. Ку ҫын наукӑшӑн ӗҫленӗ, эпир, ырӑ чун-чӗреллӗ ҫынсем, савнӑ ҫӗршыв ячӗпе ҫӳретпӗр. — Господин Паганель! — терӗ Мэри Грант, пӑлханса йӑвашланнӑ сассипе. — Пирӗн аттемӗре ҫӑлас тесе эсир нимрен те шикленмесӗр, темӗнле хӑрушӑлӑх умӗнче те чарӑнса тӑманшӑн пирӗн мӗнле тав тумалла сире? — Хӑрушлӑх? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ Паганель. Иосафат! Санӑн вара мана пырассу килмесен, эпӗ вилме те пултаратӑп. Ҫапах та Татаринов профессор чылай кӗтрӗ вара приёмнӑйра, ман вырӑна ларса ҫак сӗтел хушшинчи чипер хӗрарӑмпа калаҫиччен малтан хӑйне хӑй сӑмахласа темӗн те асне илчӗ пуль вӑл. Эпӗ шӑппӑн иртсе каясшӑнччӗ, анчах хӗр пуҫне ҫӗклерӗ те мана, кӑчӑк туртса, хӑй патне пыма хушрӗ. Тепӗр тесен, хӑй виҫине вӑл отставкӑна тухсан та нимӗн чухлӗ те ҫухатман: ытти дворянсем пехотӑра служить тунӑ тесе шутласран ҫар мундирӗ евӗрлӗ ҫӳллӗ пилӗклӗ фракпа тата шпорлӑ атӑсемпе ҫӳренӗ, мӑйӑхне ӳстернӗ; вӑл пехотӑна курайман, пехота тесе калас вырӑнне те пехтура е тепӗр чух пехонтари тенӗ. Ӗмӗр вилмелле мар ҫынсем савӑнӑҫлӑ та киленсе пурӑнассине эпӗ ҫав тери илемлӗ те ӗненмелле сӑмахсемпе кӑтартса патӑм. Ҫапах та хӑшпӗр чух юрӑсем юрлаттӑмӑр, пирӗн юррӑмӑр ак ҫапла пуҫланатчӗ ӗҫ хушшинче сасартӑк пӗри ывӑннӑ лаша пек ассӑн сывласа яратчӗ те, ерипен, вӑрӑммӑн ӗнермелли юрӑсенчен пӗрне таса пуҫлатчӗ; ун пек юррӑн хурлӑхлӑ, ҫепӗҫ кӗвви яланах юрлаканӑн чунне ҫӑмӑллатать. — Анчах, пӗтӗмпе илсен… ку вӑл, тӑванӑм, пӗртен-пӗр натурфилософи те энергетика. Мӗнле айван эс! Пӗлетӗр-и, эпӗ анне ҫинчен час-часах шухӑшлатӑп та, мана вӑл халӗ те чӗрӗ пек туйӑнать. Вара ӑна Джемма ҫавӑнтах, кресло ҫинче, пӑртак ҫывӑрма хушрӗ, эпир вара вырӑс господинпа — «avec le monsieur russe» — питӗ те шӑп… пӗчӗк шӑши ҫӳрисем пекех… — «comme des petites souris» — пулатпӑр терӗ. Кирек хӑш вырӑнтан пуҫласан та пӑхмасӑр каланӑ пек тӑкӑр-таттартӑм. — Хушаматӑр? — ыйтрӗ унтан Волошин. Ирӗк парӑр, эпӗ сире ӗнентерӗп, — ман сӑмаха пӳлсе калаҫрӗ вӑл. Ҫавӑ, шуррисем Одессӑра хӗртме тытӑнсан, хӗрсе кайса пӗр взвод ҫине пӗр пӗчченех пырса тӑрӑннӑ. Ӑна штыкпа тирме те ӗлкӗреймен — вӑл хӑйӗн ури айне граната пӑрахнӑ. Телейлӗ вӑхӑт кӗтсе пулмӗ ҫав ӗнтӗ тинех! — Грэй мана нимӗн ҫинчен те каламарӗ, эпӗ те унран нимӗн ҫинчен те ыйтман. Кунран та нумайрах калатӑп сире: эпӗ сире те, ӑна та, ҫак усалсен утравне те пӗтӗмпех сывлӑша сиктерсе ярӑттӑм. Вӑл: килхушшинче полици, хапха хыҫӗнче пытанса тӑракан полицейскине куртӑм, терӗ. — Ҫырлахсамӑр, кун пек пулма пултараймасть! — Пурте ӑнланмалла апла, — шухӑша кайса каларӗ Давыдов. Сатурнпа Ҫӗр хушши 1,5 миллиард километра яхӑн. Ункӑ пирӗн енне хӑяккӑн ҫаврӑнса тӑнӑ вӑхӑтра ӑна чи вӑйлӑ телескоппа та курма ҫук. Ку вӑл ху аллунти хут листине хӑвӑнтан пӗр километр инҫете леҫсе ҫав хута аяккинчен пӑхнипе пӗрех — нимӗн те курӑнмасть. — Ҫук, эпӗ йӗкехӳресене питӗ юратмастӑп. Вӗсем пӗр юнланса пӗтнӗ шинелсӗр, атӑсӑр ҫын виллине аллисемпе урисенчен тытнӑ та бруствер урлӑ ывӑтса ярас тесе сулласа тӑнӑ иккен. Ривэра вырӑнтан та тапранман. Ытла та вӑйлӑ выляса кайрӗҫ ӗнтӗ унӑн туйӑмӗсем: халь вӑл пытарса тӑма, ҫак ача умӗнче, Джеммӑн шӑллӗ умӗнче те пулин хӑйне хӑй йӗркеллӗ тытма пултараймарӗ. Пурне те шута илме май пур, эсӗ мана ан ӑнлантар! Симурден алӑк урати урлӑ ярса пусрӗ, хунарне урайне лартрӗ те чарӑнса тӑчӗ. Утлисем виҫҫӗн ҫаврӑнӑҫ ҫулпа кайрӗҫ. — Ман пирки тархасшӑн ан пӑшӑрханӑр, Сломан. Тӳпенелле юпа пекех йӑсӑрланса хӑпаракан тӗтӗме асӑрхаса илчӗ вӑл. — Каҫарӑр та, кунта темӗнле хӑрушлӑх та пур, чи малтанах вара службӑна ҫухатасси-с. Тупа пӗлет-и, теплерех ҫын вӑл ҫав Ильяшевич господин, ҫӗнӗ улпут. — А пирӗнни пек утсем пури? — Ҫитет!.. — ответленӗ ӑна Маякин. Вӑл ытла та хӑй ӗҫне пикеннӗ, хӑй куҫӗ умӗнчисӗр пуҫне урӑх ним те курмасть. Приказчик кайран калаҫнӑ чухне усӑ курма ӑслӑ калаҫусенчен нумайрах сӑмах астуса юласшӑн тӑрӑшрӗ, вӑл кулкаласа итлерӗ. Эпӗ хӗрес лартасшӑнччӗ те, анчах темӗнле, лайӑх мар пек туйӑнчӗ: ҫапах та вӑл Христос тӗнне йышӑнманччӗ-ҫке-ха… — Эсӗ-и ку? — тӗлӗнсе ыйтнӑ вӑл, ун ҫине ҫак ҫурхи пылчӑкпа тулнӑ лӑпкӑ каҫхи урама темӗнле тинӗссем леш енчен килсе лекнӗ хитре пике ҫине пӑхнӑ пек пӑхса. Анчах тулашӗ унӑн ултавлӑ. «Телейсӗр ҫамрӑк!» Маша хӑйӗн шухӑшне-туйӑмне ашшӗнчен пытарма хӑнӑхнӑ, мӗншӗн тесен ашшӗ унӑн шухӑшӗсене мӗнле йышӑнассине вӑл нихҫан та пӗлмен пулмалла. Ҫапла вӗт?… Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑс-хакӑл тӗлӗшӗнчен сирӗн халӑхпа пирӗн ехусем пӗр пекех пулнине, вӗсем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманнине пӗлтӗм. Хӑй вара кашни сӑмах хыҫҫӑн — апла та, капла та, ун пек те, кун пек те каласа хурать, шӑна та вӗҫсе иртеес ҫук! Вӗсем пурте пӑшалсемпе, хӑшӗсен тата хӗҫсем те пур. — Эпӗ ак яшка илсе килтӗм… Хӑйӗн харпӑрлӑхӗшӗн ҫунса тӑраканскер тата хыткукарскер, тыррине кайса парас ҫук ӗнтӗ. Ну, лешсем те ҫавах… — Пурте ухмах вӗсем, — хушса хучӗ яланах хӑй майлӑ ҫаптаракан Кукушкин. Пухӑннӑ ҫынсем кунта тӳрех ячейка пухӑвӗсенчен, хӑйсене кӗскен пӗлтернӗ хыҫҫӑн килнӗ. Вӗсем ҫул ҫинче пӗр-пӗринпе калаҫмасӑр, пӗрерӗн те икшерӗн, е нумайӑн пулсан — ниепле те виҫӗ ҫынран ытла мар, вак ушкӑнсемпе пуҫтарӑннӑ; кашниннех кӗсъинче «Коммунистсен большевикла партийӗ» е «Украинӑри ҫамрӑксен коммунистла союзӗ» текен пӗчӗк кӗнекесем пулнӑ. Лар, эпир кулаксем патӗнче мӗн чухлӗ тырӑ тупнине шутлатпӑр-ха. Епле-ха манӑн, вӑрттӑн ӗҫлекенӗн, Савски пике-патша пек пулмалла? Тем… эпӗ ҫакна асӑрхамастӑп-ха. — Ҫапах та ман унта ҫитсе курас мар-и? — терӗ Гальцин князь, чылайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, хӑй вӑл ҫакӑн пек вӑйлӑн персе тӑнӑ вӑхӑтра ҫав калама ҫук хӑрушӑ вырӑнта хӑй те пулма пултарасси ҫинчен шухӑшланипех хӑраса чӗтӗреме пуҫларӗ, ҫав хушӑрах вӑл, ҫакӑн пек ҫӗрле мана унта ниепле те яма пултараймӗҫ тесе, киленсе шухӑшласа илчӗ. — Ҫитӗ ӗнтӗ, тӑванӑм! ан та шухӑшла, ара эпӗ сана пурӗпӗр ямастӑп, — терӗ Калугин. Гальцин унта темӗн тусан та каяс ҫуккине лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех каларӗ вӑл кӑна. Пӗррехинче Степан Иванович тӳссе тӑраймарӗ: — Мӗн тума кирлӗ сире вӑл нимӗҫ чӗлхи, полковой комиссар юлташ? Ырӑ ҫынна ҫав тери хӑратса сехрине хӑпартсан, пӗр хӗрарӑм та юмӑҫ пӑхма килӗшес ҫук». Малалла шума йывӑрланчӗ. Тӑна кӗрсен, ашшӗ ун патӗнче ӳпне выртнине курчӗ: татӑлса, хытӑ хурланса йӗнипе унӑн пӗтӗм пӗвӗ чӗтрет, кӑкӑрӗ те ҫурӑлса каяссӑн туйӑнать. Ефим пӗр чӳлмек сӗт илсе килчӗ, сӗтел ҫинчен стакан илсе, ӑна шывпа чӳхерӗ те, унта сӗт тултарса, Софья патнелле шутарчӗ, хӑй тимлесех амӑш калавне итлерӗ. Чи кирли, — ҫыхакан йӗпсипе вӑл сывлӑшалла ваштӑр ҫапса илчӗ, — чи кирли — система. Килсе кӗнӗ шухӑша вӗҫне ҫитичченех шухӑшласа тухмасӑр пӑрахайман. — Эсӗ ун ҫинчен шутланӑ-и, Лена? Вара вӑл шӑтӑк патнелле пӗшкӗнчӗ, ӑна хӑмипе, тимӗрӗпе вӑр-вар витсе хучӗ, кирпӗчӗсене пусса тӑпра ӑшнелле пусарчӗ, ура ҫине тӑчӗ те, чӗркуҫҫийӗсене тасатса, хыттӑн ыйтрӗ: — Мӗншӗн кӑмӑла каймасть-ха? Пирӗн мӗнпур пек шыв пирвайхи куннех пӗтни ҫинчен эпӗ асӑнсаттӑм ӗнтӗ. Судьясем пурте хӑйсен куҫӗсемпе Павел ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек, ӳчӗ ӑшне ӗмсе кӗрсе ларнӑ пек, хӑйсен кивелсе ҫитнӗ ӳчӗсене унӑн юнӗпе чӗртме юнне ӗҫесшӗн пулнӑ пек пӑхнӑн туйӑнчӗ. Хӑйӗн Оклендри корреспонденчӗсенчен Уэлдон миссис Ҫӗнӗ Зеландирен «Пилигрим» караппа ларса кайрӗ тенине илтнӗ кун уншӑн мӗнлерех хӑрушӑ кун пулӗ. — Ҫук, мӗншӗн юрату ҫинчен калаҫас, — терӗ Базаров: — акӑ эсир Одинцова ҫинчен асӑнтӑр… Козельцов вӗсенчен, эсир ӗнер кӑна урасӑр тӑрса юлнӑ Марцов ӑҫтине пӗлместӗр-и тесе ыйтрӗ. Юлташӗсен пурӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшса Джон Мангльс малтан вӗрен ҫирӗплӗхне тӗрӗслесе пӑхрӗ. Вӗрен ҫине ытлашши шанмаллах мар иккен, вӑл татӑлсанах таркӑнсем пурте вилме пултараҫҫӗ. — Урӑх ҫынна яриччен, пыр, кайса ил-ха, Коко, — терӗ вӑл мана. Ҫӗрле килет, эсӗ ӑна ыран сад хыҫӗнче кӗтсе ил. Сирӗн умӑрта урайӗнче, аманнӑ ҫын выртать, чӑтма ҫук асапланать пулас вӑл, хӑйӗн вилӗмне кӗтет пулмалла. Ку сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ, шыҫмакрах сӑн-питлӗ этем. — Эсӗ вӗренекен-и, хӗрӗм? — ӑшшӑн ыйтрӗ Давыдов. Ҫавна сутсан йывӑрлӑхран тухма пулать. Укҫа сахал пулни нимех те мар-ха: малтанхи вӑхӑта ҫеҫ ҫиттӗрччӗ. Вӑрӑ-хурахсем ҫӗр ҫумне лӑпчӑнчӗҫ, куҫӗсем сиксе тухас патне ҫитрӗҫ. Пугачев крепӑҫе тӗрӗслесе пӑхса тухма кайрӗ. Пӗр вырӑна сӑнчӑрласа лартнӑ пек, пӗрмай урай варринче ларать, ури вӗҫӗнче хайхи михӗсем. Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн кышлаканӗсем патӗнчех! — Хамӑрӑн Сталин юлташ кӑтартса панӑ пек, ак ҫаксене… Ну, эпӗ вара пӗлӗтелле петӗм, — ӑна сиен пулмасть вӗт… Ҫӑлтӑрсем патнелле каякан тӗтӗм палкамӗсем витӗрАр куҫӗсем санӑн ӑшун сӗмлӗхнелле, чунун тӗпнелле тинкереҫҫӗ. Акӑ кур. Вӑл хӑй пӳлӗмне чупса кайрӗ. — Портвейн, — вуларӗ Никита. Урам вӗҫӗнче, сайра рет пулса, вӗсемех, салтаксемех, площаде тухмалли ҫула картласа тӑраҫҫӗ. Площадь пуш-пушах. Петра ывӑлӗпе иккӗшӗн хушшинче мӗн пулни ҫинчен каласа пама намӑс пулчӗ; вӑл мӑкӑртатрӗ кӑна:— Ачасемпе — ятлаҫмаҫҫӗ, вӗсене ятлаҫҫӗ. — Эпӗ вара, — терӗ Анна Сергеевна, — малтанах кичемлентӗм, турӑ пӗлет-и темшӗн, ют ҫӗршыва кайма та пуҫтарӑннӑччӗ — шутлӑр-ха!.. Инкек! Ахальтен мар ҫав — ҫав тарана ҫитсе манӑн ярайман ҫырусем темӗн чухлех пуҫтарӑнчеҫ — вӑрҫа хыҫҫӑн вӗсене Катьӑпа пӗрле вуласса шанатӑп-ха ӗнтӗ. Кира вӑрҫӑ пуҫлансанах ачисемпе пӗрле тухса кайнӑччӗ, ун ҫинчен эпӗ Катьӑн пирвайхи ҫырӑвӗсенченех пӗлеттӗм ӗнтӗ. Риварес тӳрех хӗтӗртнипе пулмасан та, вӑл килӗшнипе вӑрттӑн полицин виҫӗ агентне вӗлернӗ тесе калама пысӑк сӑлтавсем пур. — Кун пек шухӑш пырса кӗмесен? — пӳлчӗ Негоро. Озеров генерал умне яшт тӑчӗ. Ӗнер ҫӗҫҫе ӑҫта ӳкернине аса илтӗм те шыраса тупрӑм. Кӑларам-и? Анчах, ҫулҫӑсем ҫавӑн пек вырнаҫӑнса тӑни ҫулҫӳревҫӗсене пӗрре те кӑмӑла каймасть: эвкалипт вӑрманӗсем таҫтан-таҫтан сарӑлса выртаҫҫӗ пулин те, унта хӗвел шӑрӑхӗнчен пытанмалли ниҫта та вырӑн ҫук. Хампа пӗр тӑван ывӑлӗ пек. Хӑй умне мӗнле те пулин задача тухса тӑрсан, Васютин ӑна ҫавӑнтах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Джим ҫара уранччӗ, ҫӗлен ӑна ура кӗлинчен сӑхнӑ. Пӗчӗк ҫеҫ канавра пӗр матрос чӗлӗм турткаласа ларать; ун хыҫӗнче алӑк курӑнать, алӑк хушӑкӗнчен ҫута сӑрхӑнса тухать. Пӗр самантлӑха, вӑл ӑнсӑртран пуҫне ҫӗкленӗ вӑхӑтра, вӗсен куҫӗсем хире-хирӗҫ пӑхса илнӗ — вӑл та вара ҫак ҫамрӑк ҫын ҫинче ӑнлантарса пама май ҫук япала пуррине туйса илнӗ, ҫав япала ӑна пӗр саманта ӗҫлеме чарса лартнӑ. Пӗчӗк, типшӗм, тӳрӗ старик темле куҫа курӑнман алӑ тытса тӑракан патака аса илтерет. Судьясем те тӑчӗҫ: вулӑс старшини — пуҫне хулпуҫҫи ҫинелле чалӑштарса, мачча ҫинелле пӑхса, хула пуҫӗ — аллисене кӑкӑрӗ тӗлӗнче хӗреслесе тытса, дворянсен пуҫлӑхӗ — сухалне шӑлкаласа тӑчӗҫ. — Хӑвӑрах пӗлетӗр, вилнӗ ҫынсем ҫыртаҫҫӗ, — тесе хушса хутӑм, унран кулса. Кашни минут шутра чухне хӑш вӑхӑтра шырама ӗлкӗрмелле. «Епле мӗн? Ҫӗр ҫул иртет те — юлашки марсиан хӗвелӗн каҫхи шурӑм пуҫне сивӗннӗ-сӳнӗк куҫӗсемпе ӑсатать. Василиса Егоровна ӑна, никама та каламастӑп, тесе сӑмах парса, пӗтӗмпех калаттарнӑ. Эпӗ чечек тупса килтӗм, вӑл сан юнна вӗриленсе кайма памӗ. Мӗскер иккен-ха ун пурнӑҫӗн тӗп тӗшши? Пирӗн мужиксем вара ӑмсаннипе ун ҫинчен сӗлекисене юхтарсах элеклеҫҫӗ. Ҫапла вара, ҫул ҫинче мӗнле те пулин кӗтмен чӑрмавсем тӗл пулмасан, Гленарванпа унӑн юлташӗсем «Дункан» кӗтсе ларнӑ ҫӗре тӑватӑ кун иртиччен ҫитмелле. — Кунтисем-и вӗсем? — терӗ Элен. Кашниех е тухтӑр, е агроном, е тата темле инженер пуласшӑн, эпир, стариксем, вилсен, халӑха кам атӑ, йӗм ҫӗлесе парӗ, лашасене кам таканлӗ? Тӳпен тарӑнӑшӗ мӗнле вӗҫӗ-хӗррисӗр пулнине ҫӗрле тинӗсре е ҫеҫенхирте уйӑх ҫутатнӑ чухне ҫеҫ ӑнланса илеетӗн. Анчах сан сӑмаху тӗрӗс. — Пулма пултарать, — ответлерӗ ӑна капитан. — Саня… — пӑшӑрханса калаҫма тӑчӗ Даша инке. Каллех Ҫурҫӗре каясшӑнччӗ эсӗ — сана хирӗҫ пулчӗҫ. — Чӑннипех ҫапла пултӑр, — терӗ француз. Пӑхать хайхи — чечекӗн пӗчӗкҫеҫ папакӗ хӗрелнӗҫем хӗрелсе пырать, чӗрӗ пек, хуллен мӗшӗлтетет. Ватӑ та стариксен сӑмах-юмахне Тӑнлӑр-ха эсир, ҫамрӑк ачасем. Вӑл ҫакна аса илчӗ: унӑн техникӗ, Юра, темӗнле ӗҫе те пултараканскер, кобурӑн татӑлнӑ чӗнне ӗнер ҫӗлесе пама пулчӗ те, ниепле те ҫӗлесе параймарӗ. Кашни ир ултӑ сехетре, эпӗ ӗҫленӗ ҫӗре ярмаркӑна каяттӑм. Ҫавсем хуҫасем пулаҫҫӗ-и? Пӗтӗм халӑх масар ҫинелле чышӑнчӗ. О! пӗлетӗн-и эс? — мӗн чухлӗ этем хӑйне хӑй хак хурса ҫитереймен пирки пӗтет, чахотка та этеме ун чухлӗ ҫимест. — Эпӗ халех спирт илсе килетӗп, — терӗ Николай. — Музыкӑна та. Анчах кимӗ шыва хирӗҫ унчченхи хӑвӑртлӑхпах пырать, кӗсменсемпе ишекенсем кӑна тискеррӗн илтӗнекен кӗвӗ евӗрлӗ сасӑ кӑларса мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑрах ишме тӑрӑшаҫҫӗ. Канцеляри патне ӑна паҫӑрхи уксах армянин ӑсатса ячӗ. — Ҫук, эпӗ тӑхтам-ха, — пӳлсе хучӗ Базаров. Ҫулӗ йывӑр пулчӗ. Йӑтса пыракансем кашни вунӑ минутра улшӑнаҫҫӗ. Тата ҫав чирӗ пур унӑн… тытамак. Тӗлӗрсе кайнӑ Тоня хӑлхине хӑй амӑшӗн:— Ҫук, вӑл ҫывӑрмасть-ха. Ӗҫ ҫук! 1833 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче вӑл Британи колонийӗсенчи пӗтӗм негрсене ирӗке кӑларасси ҫинчен деклараци пичетлесе кӑларнӑ, вара 1838 ҫулхи август уйӑхӗнче ултҫӗр ҫитмӗл пин чура ирӗк илнӗ. — Мӗнех калӗ вӑл? — ыйтрӗ атте, мельникпе калаҫма кӑмӑлӗ ҫуккине палӑртасшӑн пуҫӗпе сулса. Вӗсем чӑнах та усӑллӑ, эпӗ ӑна чухлатӑп; вӗсенчен пӗрне те ахаль туман, вӗсенче кашнинчех мӗн те пулин вӗреннӗ. Сирӗн ирсӗрсем, сирӗн ҫӗтӗк-ҫурӑксем — мӗне калаҫҫӗ вӗсем тивӗҫлӗх тесе? Пӗлтерӗве вулама пуҫласан тӗреклӗ ӗнси туртӑнса ҫӗкленчӗ: — Акӑ ку, акӑ епле, парать те, — Марс ҫине! — кӑмӑллӑн каласа хучӗ те салтак — хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, шухӑшсӑр питне Скайльс енне ҫавӑрчӗ. Часах вара аслӑ аббатствона вӑйлӑ ҫулӑм хыпса илчӗ, готсен стилӗпе тунӑ пысӑк чӳречесем вут ҫулӑмӗсем хушшипе сиввӗн пӑхма тытӑнчӗҫ. Тепӗр вунпилӗк минутран негрсемпе пӗрле шлюпкӑна сикнӗ Дик Сэнд ҫапӑҫу вырӑнне ҫитнӗ ҫӗре унта пӗр чӗрӗ чун та ҫукчӗ ӗнтӗ. Анчах атӑ ҫӗлекен часах вилсе кайнӑ, вара Сергейӗн чунӗ те, пурнӑҫӗ те ӗмӗрлӗхех мучипе ҫыхӑнса юлнӑ. Ахалех илместӗп, par amour — кӑмӑлӑм ҫапла!» тесе калаҫрӗ. Кунта такамӑн чӗри ҫурӑлса кайнӑ, кунта темӗнле ҫын вӑтӑр ҫичӗ ҫул пӑчӑхса пурӑннӑ, темӗнле Людовикӑн аякри ывӑлӗ тет-и… хушаматне астумастӑп… ну йӑлт ухмах ҫын сӑмахӗсем! Императорпа калаҫса канашланнӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫийӗнчех хам шухӑшласа тунӑ плана пурнӑҫа кӗртме шут тытрӑм. Хамӑн атте ӳтне пеместӗп». — Апла тесен, ӑна пултӑр та ашшӗ килӗ-ҫурчӗ, — татса панӑ патша. Виҫҫӗмӗш бригада апрелӗн иккӗмӗшӗнче ҫурхи суха ҫине куҫрӗ. Нивушлӗ эсӗ хӑҫан та пулин илтӗнме пӑрахӑн? Аэродромра каннӑ самантсенче Алексей ҫак ҫырӑва нумай хутчен кӗсйинчен кӑлара-кӑлара вуларӗ. Вӗҫмелли хирте, витӗр касса вӗрекен хӗллехи ҫил ҫинче те, хӑй пурӑнакан «тӑххӑрмӗш «А» класӑн кӗтессисем шӑнса пӑсланса ларнӑ пӳлӗмӗнче те ку ҫыру ӑна нумай вӑхӑт ӑшӑтрӗ. Эпӗ ҫӗр утӑм та ярса пусаймарӑм, манӑн ҫав шухӑшӑм тӗрӗс пулнине уҫҫӑнах кӑтартакан япаласем куҫ умне пырса та тухрӗҫ. Вӑл хӑйӗн ҫыннисене пӗр ӳчкӗлӗнчен канат тирсе илсе, арчана (вӗсем ӑна ҫапла каланӑ) кимӗ патне буксирласа турттарса кайма хушнӑ. Эпӗ хам йышӑннинчен пӗрре те чакмарӑм. Тӗрӗксем тӑватшар ретпе пыратчӗҫ; виҫ ялавӗ пысӑк, пӗчӗк ялавӗсем ҫирӗмрен те ытла — шурӑ та хӗрлӗ, симӗс тата тем тӗсли те курӑна-курӑна кайрӗ — пурте ҫак кӗтӳ ҫийӗн вӗлкелеҫҫӗ. Эпӗ вӑл мана мӗн те пулин хӑлхаран калать пулӗ тесе шутларӑм. Ҫавӑнпа та хытӑ кӑшкӑрса ҫапла ыйтрӑм: — Мӗн? Ӗлӗкрех Марья Васильевна унӑн сӑмахӗсемпе калаҫмастчӗ. Ҫаврака питлӗччӗ, сухаллӑччӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗччӗ вӑл. Йывӑр тиенӗ тачкӑна та ҫӑмӑллӑнах ҫӗклеме пултаратчӗ. Унтан вӑл пуҫне усса, аллипе ҫӳҫне вӑраххӑн тӳрлетме тытӑнса, нимӗн те шарламарӗ. Урӑхла ҫынсем те пур, — вӗсем ҫӗр ҫинче пуриншӗн те телей тӑвасшӑн… ҫакӑншӑн хӑйсене хӑйсем хӗрхенмесӗр ӗҫлеҫҫӗ, асап тӳсеҫҫӗ, пӗтеҫҫӗ! Вӑл юрӑсем юрланӑ, вӗсене парнесем панӑ хӑй те вӗсенчен парнесем илнӗ, вӗсемпе пӗр чатӑр айӗнче выртса ҫывӑрнӑ, нимле чӑрмав курмасӑр картографиллӗ ӳкерчӗксем туса ҫӳренӗ, ҫапла вара ӑслӑлӑх вӗрентӳне чи тӗрӗс картӑсемпе пуянлатнӑ. — Ну, вара — епле чаплӑн пытарӑпӑр та ӑна! Лури вуласа тухрӗ. — Ия, эпӗ илтнӗччӗ ун ҫинчен, — терӗ Джо. — Шкулта калани нимех те мар пултӑр эппин, — терӗ Кораблев. Тарӑн юр айӗнче шыв та пур. Пӗррехинче, ытлашши суйнӑ корреспондент ҫине ҫиленсе, вӑл ҫавӑнтах хаҫат редакцине хаяр открытка ҫырса янӑ, вӑрҫӑра кун пек япаласем пулмаҫҫӗ, пулма та пултараймаҫҫӗ тесе ӗнентернӗ, иртӗнсе кайнӑ суеҫ корреспондента чарма ыйтнӑ. — Эпӗ пӗтӗмпех илтрӗм, ҫавӑнпа вӗсем сулӑ патнех ҫывхарсан, шыва пытантӑм; ҫыраналла ишес тенӗччӗ. Плутон кучер ӗҫне те, сӗтел хушшинче пулӑшакан лакей ӗҫне те туса тӑнӑ. Ку сӑмахсене мана каларӗ тесе шутласа, эпӗ ҫывӑхарах пытӑм, анчах вӑл ман ҫине пӑхмарӗ. Халах шӑпланчӗ; никам та хускалмасть, кулакан та ҫук. Серьга Хахай ӑна ҫӗлӗкне тӑхӑнтарчӗ те каллех юпа ҫумӗнчен уйӑрма хӑтланчӗ. Ун ҫинче хӗвелӗн ылтӑн пайӑркисем карас пулӑсем евӗрлӗ выляса тӑраҫҫӗ. Вилесенчен те усалтарах вӗсем. Хӑйӑр ҫинче ҫурри хатӗр сулла курсан, тӗлӗнсех кайрӑм: ҫав сулла хӑйне евӗрлӗ уйрӑм пӗренесенчен тунӑ. Темӗн чухлӗ хулӑн хӑмасем, кукӑр каскасем, тӗрлӗ вӗренсем ҫавӑнтах сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫак мӗнпур япаласенчен темиҫе кимӗ те тума пулать. — Мӗнле хыпарсене? Ҫинчен тата шӑвӑҫ футляр ӑшӗнче туллиех шывччӗ, пленкӑсене пӗтӗмпех шыв витнӗччӗ, тен, вӗсем темиҫе ҫул хушши ҫавӑн пек шыв ҫинче тӑнӑ пулӗ. Сидор тухса кайрӗ. Ха-ха! Ун хыҫҫӑнах Татьяна Ильинична та тухрӗ. Дурень, дурень! Вильсон тытнӑ йӗкехӳресене Ольбинет вӗри ҫӗр ҫинче ӑшаласа пачӗ, вара сӗтел ҫинчи мӗнпур илем те ҫакӑ кӑна пулса тӑчӗ. — Эпӗ! — терӗ Павел. «Пурсӑр та кунта-и эсир?» ыйтрӗ вӑл, сӑмса витӗр каланӑ пек, сӑмахӗсене тӑсарах. Ҫитменнине тата ҫав Зайцев кунтах ларать. Нагульнов распискӑна хуҫлатрӗ те симӗс гимнастеркин кӑкӑр умӗнчи кӗсйине чикрӗ, наганне сӗтел ҫине ывӑтрӗ, Банника алӑк патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ. Ҫӑрттан мучи вара, ниме те асӑрхамасӑр, киленсех малалла ҫаптарать: — Усал юрату хӑш-пӗр чухне авӑ мӗнле пулать вӑл! — Ну, каласа парӑр, — терӗ хаваслӑн Марья Николаевна: вӑл ҫара чавсисене сӗтел ҫине харӑс лартрӗ, пӗр алӑ чӗрнисемпе тепӗр алӑ чӗрнисене чӑтайман пек шаккама пуҫларӗ. Халь Дик Сэнд пӗчӗк бухтӑна курчӗ те карапа унталла тытрӗ. Анчах бухтӑна кӗрес тесен, шарлаксеенчеен пӑрӑнса иртмелле, вӗсен хушшипе иртме вара ҫав тери кансӗр. Ҫавӑнпа уроксем иртнӗ хыҫҫӑн эпир мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултараттӑмӑр. — Тарман эпӗ, Энска кайнӑ, — терӗм эпӗ ним пулман пек лӑпкӑн. Сурӑхсене шыв юхтара-юхтара кайрӗ; вӗсем йывӑҫсем хушшине кӗрсе пытаничченех пулӑшу ыйтса макӑраҫҫӗ. — Пӑрах ӗнтӗ лӑпӑртатма, Вилли, — терӗ вӑл. Окунев ӑна хирӗҫ чупса кайрӗ: — Атя-ха, пичче, кулиса хыҫне, унта эпӗ сана хӑвӑн пӗр хурӑнташна кӑтартӑп. Анчах тапхӑр-тапхӑр пусса килекен йывӑр ыйхипе темиҫе минут хушши тӗлӗрсе илнӗ хыҫҫӑн, шартах сиксе вӑранчӗ, сак ҫинчи урисене ҫӗрелле усрӗ, куҫӗсене уҫрӗ. — Апла кивӗ сад пахчинче пур эппин? — ыйтрӗ Оленин. Пулнӑччӗ те мир — пӗтрӗ… — Ялан пӗрешкел пулма юрамасть-ҫке-ха, хӑҫан та пулин пурпӗрех улшӑнмалла, — терӗ Катя, ним калама аптранӑ чухне унӑн пур япалана та «шӑпа ҫавӑн пек хушнӑ» тесе ӑнлантарас йӑла пур. Зеб Стумп уҫланкӑ ҫинелле тем ыйтнӑ пек пӑхма пуҫланӑ, унта ответ шыраса тупма хӑтланнӑ. Халӗ мӗн тумалла тесе эпӗ пустуях пуҫа ҫӗмӗретӗп! Хатӗрлев ӗҫӗпе аппаланмалла мар вӗсен, ҫӗрле ӑҫта та пулин кӗпер айӗнче тӑмалла, йывӑҫ йӗппе совет купцисен ҫухависене ҫӗлемелле…» Аллисене хӗҫ-пӑшал тытса вӗсем те хамӑр тӑшмана хирӗҫ тухӗҫ, — терӗ тепӗр пӑлхавҫӑ. — Тӗрӗс, лагерь евӗрлӗ… Кӗпӗрнери совпартшколта ӗлӗкхи актив пӗтӗмпех кӗнеке тытса ларать. Ҫаксем пурте мана питӗ савӑнтараҫҫӗ. Вӑл ик аллипе те йӗрлӗ-йӗрлӗ саппунне асӑрхануллӑн ҫӗклесе тытнӑ, ун ӑшӗнчен хӗрлӗ мӑйлӑ та ялтӑракан хура куҫлӑ пӗчӗк кайӑксен виҫӗ пуҫӗ тухса тӑрать. Хам самолет хӗррипе вӗҫсе аннӑ вымпела куратӑп эпӗ, — ҫапла хӑтараттӑмӑр та ҫынсене, хӑйсене йӗри-таврах нимӗҫсем хупӑрласа илнӗ тетчӗҫ те, йӑнӑшатчӗҫ вӗсем. Ҫапла, Халл капитанпа ун юлташӗсем вилни ҫав тери хӑрушӑ инкек пулчӗ! Анчах эпӗ унран хӑпмарӑм, унӑн вара калама тиврӗ. — Астӑватӑн-и, юханшыв тӑрӑх пӗр пӳрт юхса анатчӗ? — Мӗн асат хуҫнӑ ҫын пек кавлетӗн эсӗ? — Маттур, барон……… Танк ҫийӗпе ҫулӑмлӑ шӗвек юхма пуҫларӗ, вара ӑна часах пӑсӑк ҫӑмарта шӑрши кӗрекен ҫӑра тӗтӗм хупласа илчӗ… Вилмӗп, тетӗн-им? Тӑхта-ха, Мисхор патне ҫитӗпӗр, вара унта хамӑрӑн ҫылӑхлӑ ӳтӗмӗрсене кантарӑпӑр. Гостиницӑн концерт залне кӗнӗ ҫӗрте иккӗн тӑраҫҫӗ. — Нимӗн те ҫимен-и вара ҫав ӑпӑр-тапӑрсӑр пуҫне? — Епле тартӑн-ха эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Мӗн эсӗ, айван, пире совет влаҫӗшӗн агитацилесе тӑратӑн? — Ну, ачасем, сывӑ пулӑр. Вилӗмрен хӑраманнисем, ман хыҫҫӑн! Тихон атӑ кунчине хӑпартма пӗшкӗнчӗ те ҫӗрелле пӑхса каларӗ: — Алхасса кайрӗҫ. Чӑтаймарӑм, урама чупса тухрӑм. Шкулта туп-тулли халӑх пуҫтарӑннӑ. Лӑк тулнӑ халӑх хушшипе хӗсӗнкелесе, вӗсем класран тухрӗҫ. Ҫатан ҫумне, хӗвел хӗртнӗ ҫӗр ҫине ларса, туртса ячӗҫ. Пиншак кӗсйинчен кӗске пӑшалӑн сарӑ шӑмӑ сыппи евӗрлӗ тикӗс саваламан аври курӑнса кайрӗ. Сӗтӗрсе килӗр ӑна кунталла, ачасем! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Лукашка вилене йӗрӗнсе тыткалакан казаксем ҫине. Лешсем, начальник вӑл тейӗн, ун сӑмахне итлерӗҫ. Мана апат ҫиме чӗнчӗҫ. — А эсир кам, унӑн ҫураҫнӑ каччи пулатӑр-и? Совет Союзӗн Геройӗ, танкист-и? — ыйтрӗ вӑл. Чуп, чӗн хӑвӑн Корытовна. — Хӑвӑртрах! — кӑшкӑрса ячӗ врач… Ӑнланатӑр-и, сестра, эпир вӗсене ҫурӑлса пӗтнӗ тутасемпе, ҫав тери тӳсме ҫук шӑрӑхра юрларӑмӑр! Вӑл сехет ҫине пӑхрӗ. Тимӗр алӑк кивӗ замока ҫӗннинчен уйӑрса тӑрать: вӑл питӗ хулӑн, ӑна тупӑпа персен те шӑтараймастӑн. — Асту тата хӑйне валли ан юлтӑр ун! Вилӗм Бойчоран пӑрӑнса кайсан, пӑлхар хӗрӗсем те вилӗмрен хӑраманнине пӗлсех тӑтӑр эппин, Рада таса хӗр пулнӑ, ӑна чунтан савса юратнине те пӗлсе тӑтӑр вӑл. — Кунтан Мулчан ялне пӗчӗк ача та ҫитет, мӑн ҫултан пӑрӑнма кӑна пӗлмелле, унта тӗмӗ курӑнсах тӑрать. Хӑмла ҫырлинчен хурӑн тураттисенчен, урайне сарнӑ утӑпа чӑрӑш тураттисенчен ҫав тери кӑмӑллӑ, чуна хавхалантаракан ҫӑра шӑршӑ тухса тӑчӗ, ҫӗрпӳртре шӑмшакка кантармалла нӳрлӗх пулчӗ, ҫырмара шӑрчӑксем ыйхӑ килмелле янратса чӗриклетрӗҫ, ҫавӑнпа та эпир хамӑр пуҫланӑ калаҫӑва та, ҫиме тытӑннӑ хӑмла ҫырлине те ирччен хӑварас, тесе шут турӑмӑр. Уйӑх ҫинче вӗсем пысӑк тӗксӗм вырӑнсем пуррине асӑрханӑ, вӗсене Галилей тинӗссемпе океансем пулмалла тесе шухӑшланӑ, анчах унӑн ку шухӑшӗ тӗрӗс пулман. «Михӗ патне ма ҫывхартрӑмӑр-ха эпир ӑна?» терӗ ткач, тинех тӑна кӗрсе. — Мӗн? — тесе ыйтрӗ тӗлӗнсе географ. Пурте пӑтрашӑнса кайрӗ. Юлашкинчен, Фелим мӗн каламаллине каласа пӗтерсен, Зеб урӑх ыйтусем ларса хӑтланман. Вӑл хӳшӗрен тухнӑ та курӑк ҫине тӑсӑлса выртнӑ. — Тусӑм, ку апла мар! — тенӗ вӑл платниксен пысӑк сухаллӑ, кӗрнек десятникне; кӗсйинчен хӗрлӗ сӑранлӑ кӗнеке е каранташ туртса кӑларса е хама ҫине мӗн те пулин ӳкерсе ыйтнӑ: — Куратӑн-и? Лере, райкомра чухне, хӗрсе кайнипе, пӑлханнипе, хирӗҫлесе калама мӗнле сӑмах чӗлхе ҫине килнӗ — ҫавна пере-пере ячӗ. — Сана йӑлӑнатӑп, Колчо бай! — тимлерӗ ӑна Рада та, кӑштах шанчӑк пуррипе йӑпанса. Марина шӗвӗр сӑмсаллӑ пушмак тӑхӑннӑ урине кӗнчеле пускӑчи ҫинчен илчӗ те, лаша купарчи пек сарлака ҫурӑмне каялла авӑнтарса, тутлӑн карӑнса илчӗ. Уйӑх ҫӳлтен ҫӳле хӑпарать. Тӗттӗмленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, тинӗс кӑпӑкӗсем хушшинче унӑн пуҫӗ ик-виҫӗ хут курӑнса илчӗ те, вара ӑна эпӗ урӑх кураймарӑм. Ҫавна эпӗ Ленинграда вӗҫсе киличчен кӑштах маларах, 1942 ҫулхи июнӗн 14-мӗшӗнче Кама хӗрринче ларса радио итленӗ чух хакларӑм, доктор ҫӗкленнӗ сасӑпа Англипе Совет Союзӗ хушшинче договор йышӑнни ҫинчен вуласа паратчӗ. — Эсир имение сутас тетӗр. Мускава ҫитетӗп!.. — Пирӗншӗн халь ҫакӑнтан чыслӑ ӗҫ урӑх ҫук. Тубянскине каймалли ыйтӑва татса панӑ тесе шутласа, Устин кӗсрене крыльца карлӑкӗнчен кӑкарчӗ те правлени килкартине кайрӗ. Анчах мӗнле каламарӑн-ха эсӗ мана манӑн шӑллӑм пурри ҫинчен? Тен улшӑннӑ та пуль вӑл? Ӗшенсе ҫитсе, амӑшӗ суд итлеме пӑрахрӗ, вара:«Ҫакӑн пек суд тӑваҫҫӗ-и вара? — терӗ хӑй ӑшӗнче. — Калӑр, мистер Стумп, — тет Сан-Антониоран килнӗ защитник сасси. Каласан, эпир ҫавӑнтах вилсе выртатпӑр вӗт. Эсӗ манса кайрӑн-и-мӗн? — Эпӗ Кремле каятӑп, — терӗ вӑл майора, сехечӗ ҫине пӑхса илсе. Манӑн та вӗсем пур. Шурӑмпуҫпе вара вокзалра, батарейӑсем патӗнче, ҫынсем йӑшӑлтатма тытӑнаҫҫӗ. Хӑшӗ лайӑхрах?» — тавҫӑрса илме тӑрӑшнӑ Петр Артамонов. Час-часах куреньпе курень хушшинче тавлашу пула-пула иртнӗ; кун пек чухне ҫийӗнчех ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ. Мӗнле ачаш сӑмахсем кӑна каламарӗ пулӗ мана килнӗ ҫын! — Яков Лукич, тӑхта-ха кӑштах! — чӗнчӗҫ ӑна вӑрмантан тухнӑ тӗлте. — Мӗн шутлатӑн эсӗ? — сассине пусарса ыйтрӗ хохол. Кӗпе аркисене ҫӗклесе хӗстернӗ хӗрсем хулӑсем тытнӑ та, хаваслӑн пакӑлтатса, тусан ӑшӗнче кӗпӗрленсе тӑракан выльӑх-чӗрлӗхе хирӗҫ хапхасем патне чупаҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх ҫинче выльӑхсем хӑйсем ҫеҫенхиртен илсе килнӗ вӑрӑмтуна пӗлӗчӗ явӑнать. Пуҫ хускалкаласа илчӗ, сӑмсинчен сывлӑш пайӑрки кӑларса ячӗ, чӑмлакаларӗ те лӑпланчӗ. — Катьӑсӑр-и? Кӑнтӑр енче халӗ ку таранччен пулман, чарусӑр хӑватлӑ наступлени сарӑлса пынӑ. Ҫапла, вӑл айӑплӑ: вӑл маркиза хӑтарнӑ. Анчах вӑл ҫак ача амӑшне те ҫӑлса хӑварчӗ-ҫке-ха! Ҫак шухӑшпа вӑл хӑйне пӑртак лӑплантарчӗ. Ҫав хушӑрах вӗсем эпӗ лаша евӗрлӗ кӗҫенсе калаҫнинчен ахӑлтатсах кулса ячӗҫ. «Огнянов ҫавӑнта пулмалла», — тесе шухӑшларӗ Рада, полицейскисем шӑпах ҫав самантра Дария хаджи пӳлӗмӗ патнелле ҫывхаратчӗҫ. Мишель хӑвӑрт ҫиме пуҫларӗ. Аяккалла шӑвӑнма тесе ҫеҫ тӑнӑ Том ӑна ярса тытрӗ те Полли мӑнаккӑшне:— Кун пек хӑтланма юрамасть. Ман умра тӳрем ҫӗршыв анлӑн сарӑлса выртать. Вӗсем пӳрте кӗчӗҫ те сыпрӗҫ. Чим-ха, ҫыру пекки ҫырса хатӗрлерӗн-и? Ҫак хыпара илтсен, ман чӗрене тем хӗссе илчӗ, ман шухӑш ҫавӑнтах анне ҫине куҫрӗ. Илтессе, калӑпӑр, эпӗ илтнӗ-ха, хӑҫан та пулин сирӗн пата ҫитсе тухма та шутланӑ, паян вара ӑнсӑртран килсе ҫаклантӑм — ҫӗтсе кайнӑ… Маркиз пуҫларӗ:— Эпӗ вӗлернӗ, — терӗ. 7-мӗш дивизи хӑйне ҫавӑрса илнӗ тӑшман ункинчен паттӑррӑн ҫапӑҫса тухрӗ, вӑрмансем урлӑ каҫа-каҫа Малин станци патӗнче чугун ҫул ҫине тухрӗ те, станцине йышӑннӑ поляксене хаяррӑн ҫӗмӗрсе тӑкса, вӑрманалла хӑваласа ячӗ, ҫапла туса Киева каякан ҫула вӗсенчен тасатрӗ. Дон Ҫарӗн Ҫӗрӗ ҫине кӗрсенех ҫунана урапапа улӑштарчӗҫ; Ставропольрен лерелле вара ҫав тери ӑшӑ пулнипе Оленин кӗрӗксӗрех ларса пычӗ. Авӑн сарайӗнчен иртсен, ҫул ҫиле май ҫаврӑннӑ, вӗсем кӗрт ҫине кӗрсе кайнӑ. Анчах тата ҫапла та шутлатӑп: кӑштах тӗлӗрсе кайсан та вӑл, хура ҫӗлен хӑйӗн тирӗнчен шӑвӑнса тухнӑ пек, хӑйӗн юбкинчен шуса тухӗ те ҫаппа-ҫарамасах вӑййа вӗҫтерӗ. Эсир епле? Ҫак хыпара пӗлтерсе халӑха лӑплантарнӑ хыҫҫӑн часах ӗҫе тытӑнчӗҫ. Анчах та мана хӑлха патӗнчи юхӑм-суранран сыватрӗ… — Тархасшӑн! — кӗскен килӗшнӗ Тарас. Арӑмӗ малтан кантурта ӗҫлекенпе… Упӑшки ӑна ырӑпа ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ. Лешӗ итлемерӗ. Темле паккӑҫла ӗҫсем те тӑвать. Упӑшкин укҫине вӑрлама пуҫланӑ, упӑшки хӗнесе те пӑхать, анчах ҫаплах нимӗн те тӑваймасть. Арӑмӗ, калама ирӗк парсамӑр, тӗне кӗмен еврейпе ҫӳреме тытӑннӑ. Эпӗ татах ыйтатӑп: «Эпир иксӗмӗр те производитель-и?» Пит пысӑк йытӑ чӑтлӑхран ыткӑнса тухса, шыва тапса сикнӗ. Пӗлет-им вӑл ҫапӑҫу мӗн иккенне? — Мӗншӗн тесен, эс начар вӗренетӗн, вӑл сана яланах пулӑшать, ҫавӑнпа ҫӗклет те. Вӑтамми умӗнче эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ таса чул ҫӗҫӗллӗ чук вырӑнӗ тӑнӑ. — «Вилнисем ҫыртмаҫҫӗ», тетчӗ вӑл. Халӗ вара — тӗнчере пурте суя! — тесе кӑна каламалла, ӗҫӗ те пӗтрӗ. Малашне мӗн тӑвасси ҫинчен канлӗреххӗн ларса шухӑшласа пӑхас тесе, Кузьма Ярцев ҫав сӑрт патнелле утрӗ. Вилӗмрен мӗнле хӑтӑласси ҫинчен халь ун ҫав сӑрт ҫине ларсах шухӑшлас килет. — Эпӗ де-Лантенак маркиз, де-Фонтене виконт, Бретани принцӗ, король ҫарӗн генерал-лейтенанчӗ. — Ара ҫав, суккӑрпа суккӑр пек… — Тен, пулма пултарӗ… Пурнӑҫри ҫитӗнӗве вӑл, ӑспа мар, чӗрепе илерех паратчӗ… Чеченец ун ҫине сиксе ӳкесшӗн пулчӗ, анчах та ӗлкӗреймерӗ, ӳкрӗ. Эсир пурнӑҫа пӑснӑ! Тухса кайиччен тата икӗ кун юлчӗ. Ман кӑмӑлӑма каймарӗ пулин те ҫав икӗ кун хушшинче ҫул ҫине пуҫтарӑнса ирттермелле пулчӗ. Эпир епле пулсан та пӗтӗм япаласене меллӗрех вырнаҫтарса ҫыхса тиес тесе шухӑшларӑмӑр: приборсене пӗр ҫӗре, хӗҫпӑшалсене тепӗр ҫыхӑ ӑшне хурас, терӗмӗр. Ҫапла пирӗн мӗнпур ӑпӑр-тапӑрсем тӑватӑ ушкӑн пулчӗҫ. — Пурӑнатӑр-и? Мӗншӗн-ха эпӗ анра ҫарӑкне те, ытти ҫум курӑкне те вӗсемпе танах ҫумлатӑп, эсӗ пултараймастӑн иккен? Джемма сӗтел ещӗкне туртса кӑларчӗ те унтан темиҫе лист хут илчӗ. — Пӗлетӗп. Ҫав хӑватлӑран хӑватлӑ монархпа хам темиҫе хут та калаҫнӑ халапсенче ҫак тӗллевшӗн пит хытӑ тӑтӑм, ҫавӑнпа эпӗ тӑрӑшнисем ӑнӑҫлӑ пулайманнишӗн айӑпӗ манра мар ӗнтӗ. — Манӑн кунтан каяс пулать. Гусев урине тӑсса хучӗ, хыттӑн ӳсӗрчӗ те тарӑхуллӑн чӗнчӗ: — Раҫҫейрен эпир, вырӑссем. Ну, вӑл йӗри-тавра пур енче те илемлине пӗлтерет. Ҫак кӳренмелли элеклӗ сӑмахсене Огнянов шӑппӑн итлесе ларчӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫак каҫ фотограф-художник ательне пухӑннӑ яшсем хушшинче Петя пӗрре те кӗрӗве ларакан ҫын пек курӑнмасть пулин те, Саня качча тухнине пӗлме йывӑрах мар. Астӑватӑп, вӑл вӑхӑтра хӗрарӑм юратӑвӗн мӗлки нихҫан та ман асӑмра уҫӑмлан курӑнманччӗ темелле; анчах ман мӗнпур шухӑшӑмра, мӗн пур туйӑмра эпӗ кӑшт ҫеҫ ӑнланса иле пуҫланӑ вӑтанчӑк сисӗм, темӗн ҫӗннине, хӗрарӑмӑн ҫепӗҫлӗхне, ачашлӑхне сисни-туни пурччӗ. Хутран-ситрен кив чӳречерен мӑйне тӗксӗм шӑрҫасем ҫакса янӑ илемлӗ пит-куҫлӑ еврейка пӑха-пӑха илет. Отряд татах ҫул ҫине хускалчӗ те, ирпе ҫичӗ сехетре рамада патне ҫитсе чарӑнчӗ. «Пачпорт пур-и санӑн?» — тет. Ку тарана ҫитсе пирӗн Хӗвел тӗттӗмленни хыҫҫӑн хӑваласа пӗр 2 — 3 сехет хушши сӑнаса пыма ӗлкӗрекен самолетсем ҫук-ха. — Ну, калатӑп та сире… Хитре бешметсем тӑхӑннӑ, тутӑрӗсене ҫыхмасӑр ахаль кӑна пӗркенсе янӑ пӗр ултӑ хӗрача, яланхи пек, кӑмака хыҫӗнче кӗтесре хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, пӑшӑлтатаҫҫӗ тата тем ехӗлтетеҫҫӗ. — Вунӑ сехетре! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Егорушка хӑвӑрт чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑчӗ те шурӑ картуз еннелле пӑхрӗ. Йывӑрлӑх вӑйне хирӗҫ — хӑйне каялла тапакан, ҫапах та парӑнакан вӑя хирӗҫ — вӑл, вӑкӑр пек авӑнса, пуҫне пӗксе талпӑнса пынӑ. Халех кунтан тухса кайнӑ пултӑр! Герцог мана типографи кирлӗ терӗ. Карчӑкӗ ӑна Марьянӑна ярса илтернӗ каймакпа хӑналарӗ. Тепӗр енчен, ҫав пӗчӗк ушкӑн усал шухӑшлӑ ҫынсем ҫӗр ҫын пурӑнакан станци ҫине килсе тапӑнасса кӗтме те ҫук. Пуриншӗн те эсӗ айӑплӑ, ват шуйттан! — терӗ вӑл чӗререн, Сучок еннелле ҫавӑрӑнса. — Унтан кая мар. Анчах эсӗ мана ҫӗнес ҫук. Темӗнччен, темӗнччен пӑхса тӑчӗ вӑл ун ҫине, ҫак пӑшӑрхантаракан шӑплӑха чӑтса тӑрасси маншӑн та йывӑр пулчӗ. — Анне те сывӑ-и? Совет влаҫне хирӗҫ восстани хатӗрлес тӗлӗшпе активлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри. Тӳсӗмлӗрех пулма тӑрӑшмалла, тата чи лайӑх мелпе усӑ курмалла — ӳкӗте кӗртме тӑрӑшмалла. Павел хыпӑнса ӳкрӗ. — Ҫыран хӗрринчи ҫынсем пирӗн майлӑ пулсан антаратпӑр. «Ҫук», татса хучӗ вӑл юлашкинчен: «Турӑ пӗлет-и, тен, ӑҫта илсе ҫитеретчӗ ку; кунпа шӳт тума юрамасть, кӑмӑла лӑпкӑ тытни тӗнчере пуринчен те лайӑхра». Уйӑхӗ вара, май пур чухне, Солоха пӳртӗнчен мӑрье витӗр вӗҫсе тухрӗ те, сӑпайлӑн ярӑнса, ҫӳл тӳпене ҫӗкленчӗ. — «Ылдыз» ятлӑ кофейнӑйра Ибрагим ачана шӑппӑн хӑтӑрса тӗл пулчӗ: — Мӗн ялан сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн-ха эсӗ, ачам? — Зегржт ҫеккунтлӑха итлесе тӑчӗ. Анчах, караван вӑрӑм ҫулпа халтан кайнине шута илсен, Дик ҫак вӑхӑта икӗ хут ӳстерчӗ те Кванзӑран Казондене ҫитме виҫӗ эрнерен кая мар вӑхӑт кирлине пӗлчӗ. — Вӑл хӗр татӑкки мар, вӑл хӗрача. — Епле намӑс мар сана, Евгений… Вӗсем тӗрлӗрен ҫынсем, ӑраскалӗсем те вӗсен тӗрлӗрен. Ҫапах та вӗсем пӗр пекех ют, кашни хусканчӑкӗ вӗсен пиртен вӗҫӗмсӗр инҫе, хӑйсем сывлакан сывлӑшӗ те уйрӑм пек, нимӗҫле пек туйӑнчӗ мана. Сехрисем чылай хӑпнӑ ачасем хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ, унта вара вӗсем хӑйсем ҫапах та телейлӗ пулнине курчӗҫ: вӗсен смоковницине ҫӗрле аслати ҫапнӑ (вӗсем ялан мӑн смоковница айӗнче ҫӗр каҫнӑ), ҫавӑн айӗнчех юлнӑ пулсан, вӗсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ. — Матра, айӑпланакана аресленӗ чух господин доктор Матье сире, эсир йӑнӑшатӑр, терӗ-и? * * * Хыҫҫӑн нумаях хӑваласа ҫӳремен. Уйӑрса илейрӗ-ши вӑл ман сасса, ҫаплах пӗлеймерӗм, мӗншӗн тесен ҫав хӑйӑлтатнӑ сасӑ ҫӑрӑлтатнӑ та шӑхӑрнӑ сасӑпа улшӑнчӗ. Французсем, сире вӑл паллӑ пулӗ ӗнтӗ, унтан, ытти пино сорчӗсене хутӑштарса, шампански е ҫӑмӑл та апат умӗн ӗҫмелли йӑваш эрех тӑваҫҫӗ. Анчах пирӗн шампанистсем ӑна темшӗн ытлах юратса каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та эпир, пӗлетӗр-и, пиногрирен десерт эрехӗ тума шут тытрӑмӑр. Вӑл-и? «Тепӗр ӗҫне те вулама хушатӑр-и, Демьян Демьянович?» пӳлчӗ ӑна секретарӗ, решение паҫӑрах вуласа пӗтернескер. — Эсир ун патӗнче пултӑр-ҫке? Ку — иккӗленместӗп — унчченхисенчен, кунтисенчен пӗри, ҫӗрлесерен ҫапкаланса ҫӳрет, темӗн пӑшӑлтатать, пире кунтан кӑларса ярассшӑн… Влаҫсем пире хӑрушӑ агитаторсем вырӑнне хурсан, пирӗн вӗсенчен пулӑшу кӗтмелли ҫук. Ку ӗнтӗ дикарьсем питӗ лайӑх хӳтӗленме пӗлнине аванах кӑтартнӑ. Вӑл ун ҫинчен Дефоржа каласа парасшӑнччӗ те, анчах, ҫав тери пысӑк ӗҫ ҫинчен калама француз чӗлхипе сӑмах тупайман пирки, нимӗнех те калаймарӗ; французӗ ӑна ӑнланаймарӗ, вара Антон Пафнутьичӑн ирӗксӗрех парӑнмалла пулчӗ. Аслӑ урӑма ҫу янӑ тӑм чашӑксемпе ҫутатрӗҫ; урам тӑршшӗпех аманнисене вилнисем сапаланса выртаҫҫӗ. Хӑйӑр тапранчӗ, унтан пӗр самантлӑха пӗчӗк хура хӑнкӑла упаленсе тухрӗ те ҫавӑнтах хӑраса каялла тарса кӗчӗ. Салхуллӑн йӑл кулса, тӗтреленнӗ куҫӗсемпе вӑл пӗчӗккӗ те илемлӗ кӑвакарчӑн ами тулӑ пӗрчине епле ҫине тӑрса сӑхнине, аҫи, патмарскер, ывӑна пӗлмесӗр, пӗр пӗрчине те сӑхса илмесӗр, пӗрмай ун тавра ҫаврӑннине пӑхса ларчӗ. Вӑл пӗр вӑхӑта шӑпланчӗ те хушса хучӗ: — Гальмало, эпӗ ҫаксене пурне те сана шаннипе каласа паратӑп. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗн уйрӑмлӑхӗ — унта ҫавнашкал сӑмах тӗртсе е пӳлсе хунисем ҫукки пулать. — Ну, сухӑр! — ҫухӑрчӗ хӗр, — арӑмна калӑп. Акӑ, патак ҫинче. — Ма ҫакас мар-ха? — тесе ыйтнӑ тепри. Амӑшӗ, нимӗн тума аптӑранипе, ҫӳҫне тӑпӑлтара пуҫланӑ, хуйхӑрнӑ йӑлапа питне-куҫне тюлень ҫуне шӑратакан чӳлмек хӑрӑмӗпе хуратса янӑ, хӗрарӑмсем хӑйсен упӑшкисене: эсир ачана хӗрхенмесӗр куҫкӗретех вилӗме кӑларса ятӑр, тесе ӳпкелешнӗ, лешсем нимӗн те чӗнмен, ҫил-тӑман кӑшт чарӑнсанах ача виллине шырама тухса кайма хатӗрленнӗ. Анчах ирсӗр ӗҫ тума шухӑш тытнине мӗнле уҫса парас-ха? — Санӑн ҫылӑхусем каҫаҫҫӗ… Лӑпсӑркка пуҫне суллать, пичӗ куҫҫульпе йӗпенчӗ, мӑйӑхӗ усӑнчӗ: — Тӑван ҫӗрӗм, тӑван, тӑванскер… Хӑш чухне кӗлтуса, эпӗ унтан манӑн мӗн тумаллине кӑтартса пама ыйтаттӑм, аннепе пӗрле хӑй патне илме йӑлӑнаттӑм… Малалла мӗн тӑвасси ҫинчен сӳтсе-явмашкӑн юланутсем аяккалла кайса тӑчӗҫ. Джиовани Баттистӑна… хамӑн ҫамрӑклӑха аса илтӗм… Кӗсресемпе калаҫмалла мар вӗт-ха манӑн? Каллех калатӑп: туйӑм чӑн мар пек пулни вӑл чӑн-чӑн туйӑм иккенне кӑтартакан чи шанчӑклӑ паллӑ. Кӑшт каҫ пулсанах, виле сӗтӗрӗнсе килет, тет. Калӑр-ха, мӗне кирлӗ сире тухтӑр? — Ҫак ҫырӑва Том Аустина ҫитсе парӑр, — терӗ ӑна Гленарван. — Фи, Мартын Никитич! — ӳпкелешнӗ пек каланӑ Ухтищев, куҫхаршисене шӑртлантарса. — Кирлӗ ҫӗрелле пӑхмастӑн, амӑшӗ, эсӗ маларах пӑх! — терӗ Рыбин, пуҫне усса. Илтнӗ-ши вара эпӗ ҫав салхуллӑ сасса? — Сывах-ха, председатель! Кунта аллӑ чура ытларах ҫамрӑк негр-хӗрарӑмсем — хӑйсем ҫине шыв йӑтӑнса анасса кӗтеҫҫӗ. — Ташлатӑн-и, Раечка? Хама эпӗ ытларах та ытларах куратӑп… Кам хӑйӗн усал йӑлине ҫӗнтереймест, вӑл ҫын пӗр пус та тӑмасть. Хӗрлӗ питлӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ, хӗрлӗрех сухаллӑ пуҫ ашӑк айӗнчен вӑхӑтлӑха тухать, пирӗн урапа ҫине сиввӗн, йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илет те каллех пытанать: вара ман пуҫа: ку лавҫӑсем эпир камне, ӑҫтан ӑҫта кайнине пӗлмеҫҫӗ пулӗ, текен шухӑш пырса кӗрет. — Ҫавӑнта. — Ну, мӗнех ӗнтӗ, — турӑ каҫарӗ, эпӗ хам та кӑшкӑртӑм вӗт, — терӗ Петр кӑмӑллӑн, арӑмӗ ун патне хӑй пынӑшӑн тата ятлаҫнине мантарма ҫемҫе сӑмахсем шырама кирлӗ пулманшӑн хӗпӗртесе. Алексей ӑна ҫырлапа, шоколадпа е апатран юлнӑ мандаринпа кӗтсе илнӗ. Эпӗ — власть майлӑ… Ӑна намӑс пулчӗ. Ҫав пире кирлӗ иккӗмӗш номерех пулӗ тесе шутлатӑп. — О, эпир, старост, лайӑх ӗҫлӗпӗр! Ганс апата лайӑх пӗҫерме вӗреннӗ: халӗ ӗнтӗ шыв та, вутӑ та ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа вӑл ирхи апата та тӗслӗрен хатӗрлеме пултарнӑ. Марья Ивановна ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, лешӗ пуҫ тайнине хирӗҫ сывлӑх сунмасӑрах, урине тапа-тапа, малтанхинчен те хыттӑнрах тата хушуллӑрах пӗр чарӑнмасӑр шутларӗ: «un, deux, trois, un, deux, trois». Пилӗкҫӗр тата ултҫӗр ҫултанпа ӳсекеннисем вара темӗн пысӑкӑш симӗс зонтиксем пекех туйӑнаҫҫӗ. Козаксем хӑйсен Сечьне епле асӑннине хир таҫта ҫитиех илтсе тӑчӗ. — Ҫапла, тӗрӗс. Калаҫнӑ чухне Артамонов сӑмахсене тата-тата калать, вӗсене итлесе, хӑй те шухӑша каять, унтан каллех ачисене вӗрентме тытӑнать: — Пурӑнма сире — йывӑр пулать, эсир хӑвӑршӑн — закон та, хӳтлӗх те хӑвӑрах пулатӑр. Сӑмах ҫӳренӗ: пӗр темле хӗрарӑм пысӑк укҫа панӑ пирки юрист ҫакӑнта килнӗ, тенӗ. Людмилӑн кӑмӑлӗ улшӑннине асӑрхаса, вӑл айӑпа кӗнӗ пек, хуллентереххӗн:— Эпӗ, тен, мӗн те пулин кирлӗ пек мар каларӑм пулӗ? — тесе ыйтрӗ. Кулӑшла мыскара сиксе тухнипе тата йӑлӑхтарса ҫитернӗ вӗренӳрен . минутлӑха та пулин канма май килнипе хӗпӗртесе, салтаксем кӗпӗринех ун тавра пухӑнса тӑчӗҫ. Ку питех те хӑрушӑ вӗт! — Ыйтусем пӗтрӗҫ, — терӗ вӑл, сӗтел хушшинчен тӑрса. Арпаштартӑм, пӑтраштарса пӗтертӗм эпӗ хамӑн пурнӑҫа. — Библиотекӑна, тӑхлачӑ, ан чарса тӑр, — терӗ те Катюша майлах, ӑна хулпуҫҫинчен тытса, мостовой ҫине ларса тӑратрӗ. Кӗҫҫе ҫӗлӗк айӗнчен шупка сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем курӑнса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫывӑракан Давыдовӑн питне типӗ курӑкпа кӑтӑкланӑ пулнӑ та лешӗ куҫне уҫнӑ чух аллине туртса илме ӗлкӗреймерӗ. — Ман… ман… каҫару ыйтас килмест… эпӗ пултараймастӑп, — аран-аран пӑшӑлтатрӑм эпӗ, вара, ҫурхи тулса ҫитнӗ пӗве сасартӑк татӑлса кайнӑ пек, чарӑнаймасӑр ӗсӗклесе йӗрсе ятӑм. — Ай-яй-яй-я-а-а-а! — макӑрать ачи, балкон ҫинче йӑваланса, тарӑхсах урисемпе тапкаланать. Ҫапла пек туйӑнать. — Вӑл юлашки вӑхӑтра хулари рабочисем хушшинче нумай вуланӑ тата ахаль те унӑн лекме вӑхӑт ӗнтӗ! — салхуллӑн та лӑпкӑн асӑрхаттарчӗ Людмила. Амӑшӗ ассӑн сывласа илчӗ те ӑна ӑшшӑн ырӑ сунчӗ: — Турӑ сире телей патӑрах, Андрюша! — Ну, мӗнле, кӑмӑла кайрӗ-и сире выляни? — ыйтрӗ Пӑван. «Мӗн? Эрех тесе шутлатӑр тетӗн-и?» терӗ те жид икӗ аллипе тӑнлав ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркинчен ярса тытрӗ, унтан икӗ аллине те ҫӳлелле ҫӗклерӗ. — Ҫывӑрмалла пулсан, ҫывӑрас! — тенӗ вӑл пӗр иккӗленмесӗр. Халӗ эсир пыратӑр пулсан… — Туршӑн та, эпӗ пынӑ пулӑттӑм, пыма та тивет пулӗ-ха… Анчах, мур илесшӗ, кам тӳлет-ха уншӑн? Ҫавӑнпа пӗрлех каллех пӗччен тӑрса юлни ҫинчен шутлани (ку ӗнтӗ тӗлӗнмелле те) темле ӑшри йывӑр шухӑшсене ҫӑмӑллатнӑ пек туйӑнчӗ. Кам чӑрмантарчӗ мана? Савӑнса кайнӑ амӑшӗ:— Мӗн каламаллине тупӑп!.. — терӗ ҫирӗппӗн. Елена пӗрремӗш хут Инсарова алӑ пачӗ, килне ҫитсен те, чылай вӑхӑт хушши салтӑнмасӑрах чӳрече умӗнче ларчӗ; — Таҫта, хӑвӑрӑн пӳрнӳсене ан касса татӑр! — терӗ улпут, шыв айӗнче тымара касакан пуртӑ сассине илтсен. — Ну, ҫывӑртӑн та эсӗ, Адриан Прохорович, — тенӗ ӑна Аксинья, халат тыттарса. Вӑл мана «Беранже юррисене», картинсемлӗ, ылттӑн хӗрриллӗ те хӗрлӗ сӑран переплетлӑ, пит аван ҫаптарса кӑларса издани пачӗ. Хӗрлисем, сичевиксен снарядсемпе амуници тиенӗ темиҫе эшелонне тытса илсе, тӑшмана вӑрмана ҫитиех хӑваласа янӑ хыҫҫӑн канма тата хӑйсен ӗречӗсене тепӗр хут йӗркелеме чарӑнчӗҫ. Хушӑран вӑл, пилӗкне авса, хир чечекне татса илчӗ те хӑйӗн ҫинҫе те ҫивӗч пӳрнисемпе чечекӗн чӗтресе тӑракан ҫеҫкисене юратса ачашларӗ. Воропаев ҫав карчӑк кам иккенне ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ, анчах вӑл райком столовӑйӗ ҫинчен каланине аванах чухларӗ. Алексей тӳрех, киле кӗмесӗрех, военнӑй комиссариата кайрӗ. Ҫӗрле, 12 сехет те 40 минутра тухса каякан поездпа, вӑл хӑйсен лётнӑй чаҫне ларса кайрӗ. Килне те вӑл йӑпӑртлӑха кӑна, чемоданне илме ҫеҫ чупса кӗрсе тухрӗ. Ольӑпа сывпуллашма та ӗлкӗреймерӗ. Ой, аттеҫӗм! Нумай чухне вӑрҫӑ тӑшман ытла та вӑйлӑ пулнӑ пирки, тепӗр чухне тата вӑл ытла та вӑйсӑр пулнӑ пирки пуҫланса каять. Сасартӑк ун чунӗ ҫӑмӑлланнӑ пек пулчӗ; унӑн ӑшра йӑлтах вӗҫерӗнсе кайрӗ темелле. Малтанлӑха Воропаев ним те илтмерӗ-ха, анчах часах почтӑра телефонпа каҫса кайса шӑнкӑртаттарнине уйӑрса илчӗ, тахӑшӗ, штык вӗҫҫӗн тытӑҫса ҫапӑҫнӑ чухнехи пек мӗнпур пӗверӗпе сывласа, ҫул тӑрӑх йывӑррӑн таплаттарса чупса иртрӗ. Пӗчӗк шӑвӑҫ тазра Варя питӗ ҫепӗҫҫӗн Давыдов тельняшкине ҫӑвать, ун ҫумӗнче, арҫынӑнни пекех хулӑн сасӑпа калаҫса, стрепке тӑрать: — Мӗн йӗретӗн эсӗ, ухмах? Анчах кунта Феничка сасси пӳлӗнсе ларчӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Павел Петрович хӑйӗн аллине ярса илсе чӑмӑртанине те сисрӗ… «Огнянов мӑнастирте ҫуккине пӗлчӗ-шим вара вӑл?» — шухӑшларӗ хӗр-манах Радӑна сӑнасарах пӑхса. Эпӗ унӑн тӗтре ҫине ӳкнӗ ҫуттине ҫеҫ курнӑ. — Мировой патне илсе каять-и? Лейтенант ӑна аллинчен тытрӗ, иккӗш те калинкке хапхи еннелле утрӗҫ, урамалла тухса кайрӗҫ. — Тав тӑвас! Фельдфебель куҫӗсене ҫеҫ мӗлт-мӗлт тутаркалать: «Ӑна мӗн пулнине ниепле пӗлейместӗп, вашескороди. Шурӑ ҫурчӗсем, вӗсен тӗрлӗ енӗпе пусмасем сарӑлакан пӗчӗк крыльцисем пӗр-пӗринпе юнашаррӑн пӗр виҫене тухса тӑратчӗҫ, бухта тӑрӑх вара ҫурма ункӑн туса лартнӑ пысӑк ҫуртсем вырнаҫнӑччӗ. Ҫапла хӑй ҫухатман япалинех шыраса ҫӳренӗ чух вӑл самантлӑха нушине те, хӑй ытла тунсӑхласа ҫитнине те манса каять. Вӑл ҫав тери ҫине тӑракан ҫын. Эрех ӗҫме юрать-и сирӗн? Вӗсем ахаль ҫынсенчен чи тасисене, вӑйлисене, чун-чӗрипе йӑвашшисене суйласа илеҫҫӗ те вӗсене ҫурҫӗрелле те хӗвел тухӑҫнелле ӑсатма тытӑнаҫҫӗ. Тинӗс ҫинчи тӳпене шӑтарса кӗрекен шӗвӗр мачтисем ҫине тӗрлӗ фонарь ҫакнӑ карапсен тӗттӗм кӳлеписем ҫырантан таҫта ҫитичченех курӑнса тӑнӑ. Переброд ялӗ чиркӳ тӗлӗшпе урӑх ҫӗре ҫырӑннӑ тесе шутланать, тӗрӗсрех каласан, чиркӗвӗ ун хӑйӗн те пур-ха, анчах унта уйрӑм пуп тытма юрамасть, ҫакна кура вара кунта Кашкӑръелӗнчи таса атте ҫеҫ сайра хутра, типӗсенче те пысӑк уявсенче, киле-киле ҫаврӑнать. Пурте йӗркеллӗ, доктор. Сирӗн пациентсем мӗн тери савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ! Пилӗк сехет ӗнте, лаша кӗтсе, шӑхӑрса ларать. Виҫҫӗмӗш бригадӑран Устин йӗнерсӗр лашапах вӗҫтерсе ҫитрӗ, кӑштах хӗненӗ хӑйне, тумӗ те йӗркеллех мар… Чи малтанах пире пӗр ҫур сехет хушши сивӗ ҫӗртех кӗтсе тӑмалла пулчӗ: пӑр ҫине юр хӳсе кайнӑ, юрне тасатаҫҫӗ. «Сывӑ пул, Митя, — терӗ ӑсатаканӗ, — турӑ пулӑштӑр сана…» Вӗсем самантрах куҫран ҫухалчӗҫ. Ахаль те асаплӑн пурӑнакан хӗрарӑмсен хулпуҫҫийӗ ҫине тепӗр йывӑрлӑх тиенчӗ. Вӑл ӑна «ненько» тесе чӗнсен, ҫав сӑмах ӑна питҫӑмартинчен ача аллипе ҫемҫен шӑлнӑ пек туйӑнчӗ. Фома палуба ҫунине курма юратнӑ: ун пек чух йӗмӗсене чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ матроссем, аллисене швабрӑсем, щёткӑсем тытса, палуба тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупаҫҫӗ, витри-витрипе урайне шыв сапаҫҫӗ, пӗрне-пӗри сирпӗтеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, шуса ӳкеҫҫӗ, — пур ҫӗртен те шыв ярӑнса юхать, ҫынсен чӗрӗ йӑславӗ сирпӗнекен шывӑн савӑнӑҫлӑ сассипе пӗрлешет. Иккӗмӗш реостата пӑрчӗ. Эпир ӑна ахаль те чылайччен пуҫран лӑпкаса пурӑнтӑмӑр. — Кӗтӗм. — Ҫӗр чӗтӗрет-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӑл халӗ те кунтах: кӑмӑлӑр пулсан, унпа хӑвӑр калаҫса пӑхмӑр-ши? Эпир йӗтеме, авӑнсене, сарайсене, ҫил арманне, выльӑх-чӗрлӗх картишне, кантӑр анине пӑхса тухрӑмӑр; чӑн та ӗнтӗ, пур ҫӗрте те ҫирӗп йӗркелӗх: хресченсен салхуллӑ сӑн-пичӗсем ҫеҫ мана темӗнле иккӗлентерчӗҫ. Старик патне пынӑ май, Оленин тепӗрне шуйхатрӗ. Вӑл пӑшалне вӗҫтерсе илсе тӗллерӗ те персе ячӗ. Виҫҫӗмӗш юланучӗ — плантатор тӑванӗн ывӑлӗ. — Мӗнех, кайӑпӑр, — сӳрӗккӗн килӗшрӗ Ромашов. Вӑкӑрпа лаша чӗрни йӗррисем мӑн ҫул ҫине тухиччен курӑнса пычӗҫ, унтан сасартӑках ҫухалчӗҫ. Бастиона кайнӑ чух Калугин ҫине-ҫинех аманнисене тӗл пулкаларӗ, анчах вӑл, аманнисене курнӑ хыҫҫӑн кӑмӑл пӑтраннӑ пирки ҫапӑҫура ырӑ мар пуласса пӗлсе тӑраканскер, вӗсене чарса ыйтса пӗлме кӑна мар, мӗнле те пулин вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр иртсе кайма тӑрӑшрӗ. Кун хыҫҫӑн эпӗ каллех икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑраттӑм та, каллех булкӑсем салатса ҫӳреме каяттӑм. «Йышӑнӑр, ҫийӗр, ку манӑн утӑм». Нагульнов гимнастерка ҫинчи пиҫиххине тӳрлетрӗ, пирус тӗпне урайне пӑрахрӗ, тусанлӑ атӑ пуҫӗсем, вараланнӑ атӑ кунчисем ҫине пӑхса илчӗ те каллех йӑл кулчӗ: — Ҫав ирсӗр йӑх-яха пула, анчӑк пек, йӑлт тусанланса пӗтрӗм, ӳпне те, темле те выртса пӑхрӑм, хаклӑ «хӑнасене» кӗтрӗм… Халех ӑна шывпа йӗпететӗп. Хӑй темле сарӑ, хӑрушӑ тата, сӑнни кӑна вершук пулать. Аҫам витӗр ҫапла пырса сӑхать те — пӗрре сӑхса чӗр какая тивертет, тупата туршӑн! Фомушкинӗ вара чӳрече патӗнче «питех те аван» тесе каларӗ, тет. — Суятӑн! Ӗҫе пуҫӑниччен малтан эпӗ унпа пӗрле хама матроссем антарса хӑварнӑ ҫыран хӗррине кайрӑм. Каҫхине вара, ҫӗр ҫинче выртакан ҫурри ҫӗрнӗ пысӑк хурӑн каскине лӑсӑсемпе тата типӗ туратсемпе хупласа хурса, вӑйлӑ кӑвайт чӗртсе ячӗ. — Кам вара вӑл? Вӗсем кунта пушӑ пичкесемпе нимӗҫсен темле виле пытармалли бюровӗн тупӑкӗсем ҫинче ларса каҫрӗҫ; ҫав тупӑксем кайран ҫыран ҫывӑхӗнче, кунти ҫынсене тӗлӗнтерсе, хумсем ҫинче ярӑнса ҫӳренӗ. «Илемлӗ Розамундӑна чӗнӗр!» Эсир ҫав сӑнара ҫеҫ пӗлетӗр. — Ой, Андрюша! — терӗ амӑшӗ хуллен. Тая ӑна ку таранччен питӗ пӑлханса итлесе ларчӗ. Хӑй ҫавӑнтах пирӗн койка ҫине выртрӗ те мӗкӗрме, унтан ӳлесе макӑрма тытӑнчӗ, ӑна кайран шыв ӗҫтерсе, шывпа сапса лӑплантармалла пулчӗ. Тӗлӗннипе вӑл аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, куҫӗсене сиктерсе кӑларас пек туса пит ҫинҫе уҫӑ сасӑпа: Гекина дегуль! тесе кӑшкӑрса ячӗ. Шухӑш пек хытӑ вӗҫет! Вӗҫен кайӑк пек! — сӗлехине сирпӗтсе, ӗшеннипе лӑштӑрах кайнӑ Щукаре сюртукӗ аркинчен турта-турта, турра асӑна-асӑнах ӗнентернӗ чикан. (Унӑн кӗмӗл сасси мана темле ыррӑн ҫӳҫентерчӗ). — Эсир хӑвӑра ҫапла чӗнме ирӗк парӑр-и мана? Малта пыракан агент Алвиш пӗтӗм ушкӑншӑн хупӑ хака кӑшкӑрса пырать. Ҫав вӑхӑтра хунар ҫутти начарланнӑҫемӗн начарланса, юлашкинчен, йӑлтах сӳнсе ларчӗ. Ҫапах та эпир пурпӗрех пӗрле вулаттӑмӑр — эп пӗлеттӗм хам ун хыҫӗнче тӑрса сывланине Катя та туйса тӑрасса. Вулакансенчен хӑйсене ҫав ҫынпа паллаштарма ирӗк пама ыйтатӑп. Кунта та — тӳлеклӗх, мӑнаҫлӑхпа ылтӑнлӑхра иртекен кунӑн ытарайми салхулӑхӗ. Анчах ҫӗре каҫхи сӗм-тӗттӗм хупласа тӑрать. Вӗсене лайӑх: хӑйсем иккӗшӗ те сывӑ та ҫамрӑк пулнине, малалла хӑвӑрт пынине туяҫҫӗ; ку туйӑм кашни самантрах ӳссе пырать. Тепӗр тӑватӑ-пилӗк минутран тӑлӑх арӑмӑн хӑнисем сӗтел хушшине каҫхи апат ҫиме ларчӗҫ. Апатланмалли пӳлӗмре ачасем валли пӗчӗк сӗтелсем лартса пачӗҫ. Вӑл вӗт ман пек ҫынах. Пӗрре ирхине эпӗ ҫеҫен хире кӗсре тытма кайнӑ чухне урам хрески урлӑ иртсе пыратӑп, мана хирӗҫ — кӗрт йыттисен туйӗ. Мӗн тери вӑраххӑн та кичеммӗн шурӗ вӑхӑт! Вӗрен виҫ ҫынна чӑтса тӑмашкӑн ытла та ҫинҫе пек туйӑнать. Эпӗ шуйттан пултӑм вӗт, шуйттан вара, паллӑ ӗнтӗ, хитре мар. Вӗсем шухӑшласа тупнисенчен эпир халӗ те тӗлӗнме тивӗҫлӗ. Астӑватӑр пулӗ, Селифан кучер Плакие сылтӑмпа сулахая пӑтраштарнӑшӑн ҫапла каласа ятласшӑн пулнӑ: «эх эсӗ, хура ура… ӑҫта сылтӑм, ӑҫта сулахай — пӗлместӗн». — Тӗлӗк-и ку е чӑнах-и? Эпӗ унран тата пӗр япала пирки ыйтса пӗлесшӗнччӗ: «Ученӑя хӳтӗлени» статья пирки, ҫав, юптарусем ҫыраканнин несӗлӗ мар-и И. Крылов текенни? Вӗсене шырама каяс тетӗп. Унта ӗлӗк амӑшӗ пурӑннӑ, чӳречене хирӗҫ пӗчӗкҫӗ пӳлӗм пек тунӑ ҫӗрте, амӑшӗн вӑрах вӑхӑт чирлӗ выртнӑ вӑхӑтра турра кӗлтумалли вырӑн пур. Ҫӳллӗ, полк дамисем пек каласан, кӗрнеклӗ, курӑмлӑ ҫамрӑк ҫынччӗ ку, сивӗ куҫлӑ та тута хӗрринчи лӑс сухал пайӑркисемпе пӗрле хулпуҫҫисем таранах тӑсӑлнӑ мӑйӑхлӑскер. Вӑл, тен, аплах мар пулӗ те, ҫавах ку шухӑш чуна ыраттарать. Чи малтан ман калас пулать: кунта вӑрттӑн ӗҫсем ҫинчен асӑнчӗҫ пулин те, ҫапах эп калани ытла пит тӗлӗнмелле пулмӗ, пӗлмелле мар япалан пӗр пайне ҫеҫ ӑнлантарса парӗ. Лагерьсенчен кӑларса янисем те кунтах. Тетка йытӑ тӗлӗк тӗлленнӗ, ун хыҫҫӑн дворник шӑпӑрпа хӑваланӑ пек,вара вӑл хӑранипе вӑранса кайнӑ. Пӳртре йӗркелӗх пулнӑ пулмалла: таса пулнӑ, пур ҫӗрте те, министрсен приёмнӑйӗсенчи пек, тутлӑ шӑршӑ кӗнӗ. Унӑн путса кӗнӗ айӑкӗсем ҫинче тата ырханкка купарчи хыҫӗнче тӑрмаланчӑк хӑмӑр ҫӑм татӑкӗсем ҫакӑнса пыраҫҫӗ. Эпӗ вӗсем пурте Рио-Гранден леш енне куҫса кайнӑ пулӗ тенӗччӗ. Жак Паганель ятне нумай ҫӗрте пӗлеҫҫӗ, унӑн ячӗ те тивӗҫлипе сарӑлнӑ. Вӑл темӗнле, йытӑ вӗрнӗ пек сасӑпа каларӗ: — Доктор пулсанччӗ кунта, эпӗ вара часах сывалнӑ пулӑттӑм. Анчах, хӑвах куратӑн, манӑн ӗҫ ӑнмасть. Куратӑп эпӗ, эсир Малькольм-Кэстльри канӑҫлӑха питех те юратса пӑрахнӑ! Эй! Унтан мощи те пулать-и тен, мӗншӗн тесен вӑл ним айӑпсӑрах асапланса вилнӗ… Ӗҫ вӑраха кайрӗ. Сасси тытӑнса тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах, пурте нимӗн чӗнме аптӑраса тӑнине кура, вӑл:— Регулятора кӑларса илӗр, часрах! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Анчах кӑшт выртсанах, унӑн хыт ҫӑмат тӑхӑннӑ хуҫлатса хуна урисем сӑрла пуҫланӑ, е тата тӑлӑп ӑшне ӑҫтан пулин те ҫил кӗнӗ, вӑл вара Кӑршка-кассинчех ҫывӑрманшӑн хӑй ҫине пит тарӑхнӑ. Шӑпах пӗр километр ҫурӑ! Эпир кунтан тарсан, ҫынсем шӑнса вилме пултараҫҫӗ. Лукашкӑн та чунӗ савӑннӑ. Ҫак пӗр-пӗринчен ҫав тери уйрӑм тӑракан икӗ ҫамрӑк ҫын хушшинче юрату евӗрлӗ темле япала пурри сисӗнчӗ. Хам пурӑнӑҫӑн ҫав тапхӑрӗ ҫинчен эпӗ «Хуҫа», «Коновалов», «Ҫирӗм улттӑпа пӗрре» ятлӑ калавсенче ҫырнӑ, — йывӑр вӑхӑт! Пытарнӑ кимӗ ишекен утравсем хушшинче пӗр ҫӗре пухӑннӑ курӑк купи пек ҫеҫ курӑнать. Сӑрланӑ урайӗнче тӗрлӗ тӗслӗ ластӑксем, хут татӑкӗсем, ҫӗмрӗк эмел коробкисем, пушӑ духи кӗленчисем сапаланса выртатчӗҫ, пысӑк йӗс булавка йӑлкӑшса тӑратчӗ. Ҫавӑ темле акӑш-макӑш пысӑк кайӑк хӑй вырӑнӗнчен тапранаймасӑр ҫуначӗпе авӑсса тӑнӑ пек курӑнчӗ. Анчах леш енне пурте пӗрле каҫиччен шывсиккинчен аяларах юханшывпа кайма май пуррипе ҫуккине эпӗ пӗччен тӗрӗслӗп. Пултаруллӑ, ҫивӗч хӗр Анюта ҫырусене хӑвӑртрах ҫӳретмелли урӑх майсем шырама тытӑннӑ та, часах пӗр ватӑрах сестрапа калаҫса татӑлнӑ. Вӑл сестра икӗ ҫӗрте — университет клиникинче тата Василий Васильевич госпиталӗнче ӗҫленӗ. Ҫапла турӑ патне ҫывхарӑн, вӑл — турӑ патне пымалли пӗртен-пӗр ҫул! Ҫак ҫырӑва татмашкӑн, санпа, хаклӑ Машукӑм, юлашки хут ҫапла калаҫса уйрӑлмашкӑн мана питӗ кансӗр. Эпӗ хуҫасем патне тавӑрӑнмастӑп, кукамай патне Кунавинӑна та каймастӑп тесе шут тытрӑм, эпӗ хам сӑмах панипе кукамая курма намӑс пулчӗ пулин те, кукаҫейӗ тата мантан мӑшкӑласа куласса пӗлсех хам сӑмаха тытса тӑраймарӑм. — Акӑ мӗншӗн пултараймастӑп: халӗ эпӗ акӑ колхозра ӗнтӗ, анчах ҫапах та хамӑн пурлӑхӑмшӑн чун ыратать… — Пӗр-ик эрне пулать, Бен Роджерсран илтӗм… ӑна кӑшӑл валли патак патӑм. Йӗпе парӑссене типӗтме рострсем ҫине сарса хучӗҫ. — Пӗтӗмпех тӗрӗс, барометр ҫине пӑх-ха, — терӗ пичче. Василий Иванович кулса ячӗ. — Кӗлет ҫӑраҫҫине парӑр, — хушрӗ Андрей. Ҫавӑн чухне кӑна мӗскӗн вӗри юнкер эпӗ кунтах иккенне асӑрхарӗ. — Ҫапла, сударь. Эпӗ Индине кайса курас тесе пӗтӗм пурӑнӑҫ тӑрӑшшӗпе ӗмӗтленсе пурӑннӑ, ӗнтӗ манӑн ӗмет ҫитрӗ! — Сан ҫинчен тусана шӑлса ярам-ха. Эпӗ те итлесе пӗрле кулаттӑм, анчах мастерской та, хам унта мӗн курса ирттерни те пурте хамран аякра тӑнине туяттӑм. Анчах ҫав вырӑнсене лаша тутлӑ курӑк ҫиме пырать. Турри мана ӑсран катӑкрах ывӑл пачӗ, вӑл мана пулӑшас ҫын мар, ҫынна тара тытас — хакла ларать… Вӗсем виҫҫӗшӗ те кайреҫ, Софья хӳшӗ умӗнче тӑрса юлчӗ. — Юратсах кайнӑ сана пирӗн Гавриловна, — тӗлӗкри пек илтетӗп эпӗ Луша мӑшкӑлласа каланӑ сӑмахӗсене. — Хлебников! — Каҫарттартӑм — терӗ ывӑлӗ. Эсӗ ман атте мар, анне мар. Кӑмӑлӗ хускалнипе, Шалый куҫне мӑч-мӑч хупса тӑчӗ. Володьӑпа Дубков час-часах хӑйсен тӑванӗсенчен юратса тӑрӑхлакалаҫҫӗ; Нехлюдов пачах урӑхла, ӑна хӑй пысӑк хаваслӑхпа чикӗсӗр хытӑ юратакан мӑнаккӑшӗн япӑх енне аса илтернипе ҫилентерме пулать. Тулашри планетӑсен ушкӑнӗ Юпитер пек пысӑк планетӑсенчен пуҫланать. Икӗ ҫулталӑк ҫапкаланса ҫӳренӗ Павка хӑйӗн ӗҫӗнче. Кухня та чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗм — икӗ ҫул хушши ҫавсене ҫеҫ курса пурӑнчӗ вӑл. Эхер питех вилес килсен, перӗнсе вилме пистолет шырарӑм. Пирӗн пӳрт вырӑнӗнче ылтӑн тӗслӗ кӑвар купи ҫеҫ йӑлкӑшса выртать, ун варринче кӑмака тӑрать; упранса юлнӑ тӑрпаран вӗри сывлӑшалла сенкер шӗвӗ тӗтӗм ҫӗкленет. — Эккей, эсир — тӗлӗнтермӗш те иккен! Ҫийӗнчех эпӗ, пирӗн моряксенчен хӑшӗ те пулин шурлӑх тӑрӑх пынине сисрӗм. Ӑйӑрсем кунта килмеҫҫӗ те пулӗ, тен. — Ӑҫтан кӗттӗр ӑна вилӗм? Унтан вӑл каллех сӗтел ҫинелле ӳпӗннӗ. Ватӑлтӑм. Пурне те мантӑмӑр эпир. Вӗҫӗмсӗр калаҫатпӑр, калаҫса пӗтерейместпӗр. Крепӑҫа туртса илнӗренпе мӗн пулни-иртнине Марья Ивановна пӗтӗмпех каласа пачӗ; ҫав тери йывӑр чӑтма тивнине, путсӗр Швабрин ӑна тем тӗрлӗ асаплантарса пӗтернине каларӗ. Малтанласа эпе Тургеневӑн «Сунарҫӑ калавӗсене» вуласа тухма шутларӑм, ӑна эпӗ иртнӗ ҫул вулама тытӑннӑччӗ те, пӗтӗмпех вулаймарӑм, начар пек туйӑнчӗҫ вӗсем мана. Паккард ҫакна хӑлхине те чикмерӗ, хунарне стена ҫине ҫакрӗ те шӑпах эпӗ выртакан ҫӗрелле утрӗ, Била хӑй хыҫҫӑн пыма хушса аллипе сӗлтрӗ. — Тен, эсир пӗлместӗр, — терӗ вӑл малалла, икӗ ури ҫинче тайкаланса: — манӑн унти хресченсем куланай тӳлесе пурӑнаҫҫӗ вӗт. — Вӑл мӗнле йӑхраннине пӗлместӗп, анчах лайӑх йытӑ. Вӑхӑт пиллӗк ҫине кайсан, мана илме кӗнӗ Дмитрий шӑпах эпӗ ҫакнашкал выртнине курчӗ. Лӑпкӑ. Монтанеллн тул ҫутӑласпа ҫеҫ ҫывӑрса кайрӗ. Юлашкинчен вара тӑваттӑмӗш страницӑн чи айӗнче ҫакнашкал ӳкерсе хуни пур: Эпӗ кунта чуптунӑ Ҫыруран пӗлекен, паллакан духи шӑрши кӗрет — перс сиренӗн шӑрши; ҫав духи тумламӗсем хут ҫинче хӑш-пӗр ҫӗрте сарӑ пӑнчӑсем пула-пула хытса ларнӑ, вӗсен айӗнче саспаллисем нумайӑшӗ тӗрлӗ еннелле сарӑла-сарӑла кайнӑ. Ҫавӑн пекех ҫине тӑрса, урӑхла ыйтнисем те янӑраҫҫӗ: — Кассий Кольхауна тытӑр! Вельботра вырнаҫса ларнӑ Хоуикпа тӑватӑ матрос тапранса кайма хушасса ҫеҫ кӗтрӗҫ. — Тух! — Хулпуҫҫи ҫинчи йӑрӑмлӑ серапэ тата пуҫӗ ҫинчи сомбреро. Степан Иванович ӑна «Автоматчик» тесе ят пачӗ. Тупӑка вӑл йывӑҫ варринчен кӑларать, ӑна хӑйпе пӗрле йӑтса каять те хула стени патне ҫӗр айне пытарса хурать. — Чӑнах-и? Каллех ҫутӑ пулса тӑрать, анчах вӑл ҫутӑ Хӗвел ҫутатнӑ чухнехи пек уҫҫӑнах курӑнмасть. — Пирӗн чикмексем ҫук, командир. Анчах кирек мӗнле ҫӗнӗ хыпар та виҫ кун хушшинче кивелет. Пуҫлать вара хӑйне хӑй суд тума, хӑйӗн умӗнче хӑй ҫӑлӑнӑҫ шырама… унтан вара, хӑйпе хӑй куҫа-куҫӑн юлас мар тесе, хӑй курма-тӳсме пултарайман ҫынпа та кунӗ-кунӗпе, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе вӑхӑт ирттерме хатӗр пулса тӑрать. Ҫанталӑк сивӗччӗ, эпӗ, виҫӗ каҫ ҫывӑрмасӑр халран кайнӑскер, ҫиллене пуҫларӑм. Хулари ҫынсем ҫакӑн хыҫҫӑн та хирӗҫме чарӑнмасан, король вара юлашки иккӗмӗш майӗпе усӑ курать, утрава вӑл тӳрех вӗсем ҫине антарса лартса, хирӗҫекен ҫыннисене хӑйсен ҫурт-йӗрӗсемпе пӗрле лапчӑтса лартать. Малтан мӗнле кирлӗ пек ҫыр: пит юратнӑ йӑмӑкӑм, нумай ҫул хушши сывӑ пурӑнӑр — мӗнле кирлӗ пек! Вӗсене те аван. Лӑп ҫав самантра ӑва плащлӑ юланут, ун хыҫҫӑн ҫав ҫулпах пыраканскер, курах кайнӑ, халь вӑл унтан пӗр ҫур мильӑра ҫеҫ пулнӑ. Анчах эсир тӗрӗс мар суйласа илнӗ. Ватӑ Рэдрета эпир коридора каютӑпа бак хушшине тӑратрӑмӑр, те виҫҫӗ, те тӑваттӑ авӑрланӑ мушкет тата хӑйне хӳтӗлеме матрац патӑмӑр. Ача пӑртак вӑтаннӑ пекле пулчӗ. — Чӑнах та, Полли мӑнанка, мана пӳрне йӑлтах хӑрса кайнӑ пекле туйӑнчӗ, ҫав тери ыратрӗ те, эпӗ шӑл ҫинчен манса та кайрӑм. — Вӑл вырӑсла калаҫать-и? Тен, ку япала хамӑр ҫамрӑккинчен килет пуль… «Асап чӑтнӑ ҫынсем» ӳкерчӗкӗ тӑрринче чӗлӗхлӗ пысӑк сехет ҫакӑнса тӑрать, пуканӗсем хыҫлӑ сакӑ патне ҫити усӑнса анаҫҫӗ. Ӑна эс камран пӗлтӗн, Леночка? Лозневой окопран тухса атта илме ҫеҫ тӑнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах каялла сиксе ӳкрӗ, — ҫурӑлса кайнӑ атӑ кунчи ӑшӗнчен шурӑ шӑмӑ курӑнса тӑрать. Картинӑсене пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ, ун картини ыттисенчен кӑнтӑр кунӗ тӗттӗм каҫран уйрӑлса тӑнӑ пекех уйрӑлса тӑнӑ. Вӑл вара, хул хушшинчен яланах анса ларакан портретне тӳрлеткелесе, тата васкарах утма тытӑнчӗ. Унтан вӑл кышлакан чӗрчунсем ҫинчен калама тапратрӗ, хӗрсе кайрӗ. Вӑл Евгений Онегина мӗнле хӳтӗлеме пуҫлассине вара никам та тавҫӑрса илме пултараймарӗ. Вӑл пӑхнӑран хӗр питҫӑмартине хӗвелтен ӳкекен шевле пек ҫутӑ вӗрин пырса сӗртӗнет, Аньӑн ытти чухне тӗксӗмрех курӑнакан пичӗ сылтӑм енчен пӑшӑрхануллӑн хӗрелсе кайнине пурте асӑрхарӗҫ, тен. Ним йӗрки ҫук!.. Темиҫе вакӑ укҫа, пӳрнеске, ҫип, хулӑм йӗп, табак татӑкӗ, хӗрринчен ҫыртса илнӗскер, кукӑр авӑрлӑ ҫӗҫӗ, кӗсъере чиксе ҫӳремелли компас, ҫулу — мӗнпурӗ те ҫаксене ҫеҫ тупрӑм эпӗ. Профессор ҫывхарнине курсан, сиделка сиксе тӑчӗ, анчах лешӗ ун ҫине тарӑхнӑ пек аллипе сулса хӑварчӗ. Атӑ! — Тумлан. Тата ҫакна калам: питӗ те йӑваш пулӗччӗ кӑртӑш пуллӑн чунӗ, ытах та ун шӑрчӗсем вирелле тӑмаҫҫӗ пулсан… Хӑйсене хӑваласа тарӑхтарса ҫитернӗскертен тарса хӑтӑлма хӑтланнӑ пек, утсем тискеррӗн хартлатса, ӗрӗхсе кайнӑ пек, сиккипе вӗҫтерсе килнӗ. Хӑйӗн умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр океан сарӑлса выртнине курнипе унӑн пӗтӗм ӑш-чикки тулса ҫитнӗ. — «Калама пултараймастӑп» тени кӑмӑла каймасть пулсан, «манӑн калас килмест» тейӗп эппин. — Эсир манпа кун пек калаҫсан, сирӗн ӳкӗнмелле пулӗ, — асӑрхаттарчӗ полковник. Итлӗр-ха, парӑр эсир ӑна мана!» Валька чечексем туянать, — ҫакна тавҫӑрса илес текенӗн аслӑ художник пулмалла. Пит ӑста тунӑ, мухтама пулать. Кондрат тӗлӗрсе каймах пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне арӑмӗ пырса сӑхман айне тӗршӗнсе кӗрсе выртрӗ те, ӑна аяккинчен тӗртсе, ҫапла ыйтрӗ: — Кондраша, Давыдов сана пысӑка хурса хисеп турӗ-ҫке… Вӗсем кайрӗҫ. Марьяна тата аяккарах куҫса ларчӗ. Кирлӗ пулнӑ та, ҫапӑҫнӑ-ҫке-ха! — Ҫапла ҫав, апла пулас пулсан аванччӗ… — Апла миҫе кун ирте? Хӑрарӗ-и вӑл е юриех хӑраман пек турӗ, е чӑннипех те хӑрамарӗ, анчах вӑл кӑлт та сикмерӗ, хускалмарӗ, хӗрелсе кӑна кайрӗ, ӑна та пулин — кайран ҫеҫ. — Айӑпланнӑ ҫынна камерӑна илсе кайӑр, — хушрӗ полковник, суд ӗҫӗсене пурне те пӗтерсен. Куҫҫулӗсене аран чаракан сержант ним хускалмасӑр тӑракан ҫын кӗлеткине хулпуҫҫинчен тытрӗ. «Ну, ҫанталӑкӗ те! — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч, — капла пулсан, кайса та ҫитеймӗн, анчах каймасан юрамасть, ӗҫсем пур! Эпӗ пуҫа минтер вырӑнне хунӑ сунар хутаҫҫи ҫине хутӑм та куҫа хупрӑм. Ҫавӑн пекех тӗреклӗ, самӑр ҫынсем — пиллӗкӗн — пӗкӗрӗлсе, лашасем пек пӗтӗм вӑйпа тапаланса, пӳлӗме рояль туртса кӗчӗҫ, ӑна вӗсем урисенчен ҫыхнӑ алшӑллисемпе туртса кӗчӗҫ; роялӗн йӑлтӑртатакан йӑм-хура хуппи ҫинче ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑм выртать, вӑл куҫа йӑмӑхтармалла шап-шурӑ тата хӑйӗн намӑссӑрлӑхӗпе ҫав тери хӑрушла. Киле таврӑнсан, вӑл мӗнпур кӗнекесене пухрӗ те, вӗсене кӑкри ҫумне пӑчӑртаса тытса, нумайччен пӳлӗмре уткаласа ҫӳрерӗ, кӑмакана, кӑмака айне, тулли шыв каткине те пӑхса илчӗ. Ҫав ӗнтӗ эпӗ сана хам арӑм тӑвас тенин пӗр сӑлтавӗ ҫеҫ пулать. — Анчах мӗнле тухӑпӑр-ха кунтан? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Англире шывран пӗр пулӑ ишсе тухнӑ та темле тӗлӗнмелле чӗлхепе икӗ сӑмах каласа хунӑ, тет, учӗнӑйсем вара виҫӗ ҫул ӗнтӗ ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине татса парасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, тет, анчах ку тарана ҫитсе те татса парайман теҫҫӗ-ха. Урамра, манишкӑсем сутакан хӗрарӑма хирӗҫ пулсан: «йӑмӑкӑм, итле-ха, эсӗ ман патӑма киле пыр: манӑн хваттер Садовой урамра; — Мӗн те пулин парса ятӑн-и ӑна? Сасартӑк хапха хыҫӗнче пӑшӑлтатса калаҫни ӑна тӗлӗнтерсе ячӗ. Хӗвел ӑна шанчӑклӑ канаш параканӗ пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Илья, сӑнтан улшӑнса, калаҫма чарӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра амӑшӗ ӑна аса илтерчӗ: — Эпӗ ҫуратнӑ вӗт сана. Сурхури умӗн Яскульскисем таврӑнсан, хавас та чӗрӗ Эвелина, юрлӑ ҫӳҫлӗ, уҫӑ та сивӗ сывлӑш шӑршиллӗскер, посессорсен хуторӗнчен усадьбӑна чупса пычӗ те, ыткӑна-ыткӑна, Анна Михайловнӑна, Петра тата Макҫӑма ыталама пуҫларӗ. Эпӗ ӑна тата тепӗр хутчен куҫ хӗсрӗм те алӑк хыҫне тухса тӑтӑм; кӑтра ҫын та ман хыҫҫӑн карӑнкаласа тухрӗ те пирус тивертсе ман ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ. Пӗркун пирӗн Кирка килнӗччӗ, мӗнле лайӑх лаша улӑштарса илнӗ, тет! Ӑна вӑрӑ-хурахла ӗҫсем тума сывлӑш, кун ҫути, улӑх-ҫарансемпе уй-хирсен тата вӑрмансен ирӗклӗхне, хӑйне ҫывӑх ҫынсене пусмӑрлама ирӗклӗх, хӑй тавра пурне те илӗм кӳме пурнӑҫ памалла-и? Чӗри ҫурӑлса тухас пекех тапать; вӑл аллисемпе хӑй тавра хыпашласа пӑхрӗ. Чышкисене чӑмӑртаса, вӑл хӗрарӑм патнелле йӑпшӑнса пырать те сасартӑк, урипе тап! тапса илсе, аллисене сарса пӑрахса, хӗрарӑм умне чӗркуҫленсе ларать, куҫ харшисене ҫӳлелле хӑпартса, кӑмӑллӑн йӑл кулать. Вӑл пӗчӗккисен ушкӑнӗнче мӗн тери чунне парса вылянине курса тӑрсан, ҫитӗннӗ кирек мӗнле ҫын та ун пирки: «Курӑр-ха, мӗнле ханттар!» — тесе каламасӑр иртеймӗ. Ҫын сассине илтсен, вӑл койотсемпе хӑлатсенчен хӑранинчен ытларах хӑранӑ пек туйӑннӑ. Ҫире колхозниксен пуххи ячӗ-и? Тӑруках кунта икӗ ҫӗлен килсе кӗрес ҫук пек туйӑнать. — Ҫавӑн пек ҫын ҫав эпӗ! Ыр кӑмӑллӑ Жак Паганель хӑйӗн хаваслӑхне ҫав териех ҫӗкленсе кӑтарта пуҫларӗ те, попугайсем кӗтӗвӗпех сехӗрленсе ӳксе пӗр сасӑ та илтӗнмелле мар шӑкӑлтатма пуҫларӗҫ. Ҫак утрав ҫинчи ҫынсем пӗр-пӗринпе кӑна мӑшӑрланаҫҫӗ, ӑрури чи ватӑ ҫынни вара утрав пуҫлӑхӗ пулса тӑрать. Тӑватӑ сехет хушши ирӗкре пулатпӑр, канатпӑр! Ялӗ Гвоздев унта ҫитиччен пилӗк кун маларах кӑна ҫунса кайнӑ, нимӗҫсем ӑна колхоз витинче тӑнӑ бензин цистернисене такам вут хыптарнӑшӑн ҫунтарса янӑ. — Савнӑ Элен, — терӗ Гленарван, борт ҫине кӗриччен малтан, — крушенипе хӗнхур курса тӑнӑ моряксем пирӗнпе тавӑрӑнаймарӗҫ терӗм эпӗ, анчах вӗсене тупассине хытӑ шанса тӑратпӑр терӗм. Хам ҫӗтӗк пиншак кӗсйинчен «Независимость» хаҫатпа пичетлӗ листовка кӑларса, ҫав куртка кӗсйине чикнӗччӗ, листовкине мана троянскӑри хӳтлӗхре каҫ выртнӑ чух панӑччӗ… Магелланпа унӑн юлташӗсене малалла тата нумай инкек-синкек кӗтсе тӑнӑ, анчах ҫав инкексем сиксе тухасси матроссен хӑйсен айӑпӗпех пулнӑ. Боливирен вӗлерекен сивчирлӗ, тискер кайӑксемлӗ, тискер кайӑксенчен те хӑрушӑрах ҫынсемлӗ Ангола пулса тӑчӗ! Халь ӗнтӗ экспедицине Кордильерсен ҫӳллӗ тӑррисем ҫине хӑпарса кайма пит хӗн пулать, мӗншӗн тесен кунти сӑртсен ҫӳллӗшӗсем вунпӗр пинтен пуҫласа вуникӗ пин те ултҫӗр фута ҫитеҫҫӗ. Тӑвар суланчинчен тӑвар чӗпӗтсе илнӗ пек, вӑл кӗске кӗрӗкӗн аркине чӗпӗтсе тытрӗ, ӑна шыв кӳленчӗкӗ урлӑ каҫма хатӗрленнӗ хӗрарӑм юбкине ҫӗкленӗ пек ҫӗклерӗ, чӗлхине ҫуласа илсе, казаксем ӳмӗнче мухтанма тапратрӗ: — Акӑ вӑл, кӗске кӗрӗк тени! — Ҫитет, ҫитет, аван. Суккӑр ача ӑна илмерӗ. Ҫавӑнтанпа вара атте чӑлахланса юлнӑ. Эсӗ мӗн ман ҫине тӗлӗнсе пӑхатӑн? — Кам кунта?» — тата шӑппӑнрах каларӑм эпӗ. — Ҫав минутрах, майор! Вӑл ҫав тери салху та кӑмӑлсӑр пулса калаҫрӗ, хӑй яланах вазӑран кӑларса илнӗ хризантема чечекӗн ҫулҫисене татса, вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса ларчӗ. Ӑна пытарасси тата африканецсен йӑхӗсен унпа ҫыхӑннӑ хӑйне евӗрлӗ йӑлисем Негорӑна Дик Сэнда тавӑрма май параҫҫӗ. — Ӑна ӗнтӗ эс — эрехе вӗреннӗ черккеҫӗ пекех… — тесе, хӗрхенчӗклӗн каланӑ Фома. Алла ҫакӑн пек сулни хулана, тӑванӗсем патне таврӑнас, ҫак пылчӑкран тасалас ӗмӗте пӗтӗмпех сирсе пӑрахрӗ. Анлӑ чӳречеллӗ салон-вагонра ҫап-ҫутӑ. Ӑна кунта курсан пурте шалт тӗлӗнсе кайнӑ. Корона тесе пӗтӗм Хӗвел тавра темиҫе ҫӗр пин километр ҫӳлӗш сарӑлакан ҫутта калаҫҫӗ. — Вӑл ферма енне пӑхса илнӗ хыҫҫӑн хушса хучӗ: — Вӗсем унта шӑпах ҫур батальон. Пуҫ тӳпинчи вӑрӑм ҫӳҫӗ ҫилпе вӗлкӗшет, вӑйлӑ кӑкӑрӗ яр уҫах, хӗлле тӑхӑнакан ӑшӑ тӑлӑпне вӑл ҫанни-мӗнӗпех тӑхӑнса янӑ, хӑйӗнчен вара чӗрӗслетсех тар шӑпӑртатать. Унӑн ӗнтӗ хӑйӗн шухӑшӗ-туйӑмӗсене пӗр ҫӗре пухас, паянхи ҫӗр тӗрлӗ шавпа кӗрлеврен хӑтӑлса канас килчӗ. Ну, вара вӗсем ҫаксене пурне те ҫиме тытӑнаҫҫӗ, — жандармсем вӗсем ҫынна ним хӑвармиех кӑшласа яма юратаҫҫӗ!.. Инсаров пӗр сӑмах каламасӑр пуҫне сулчӗ. Аркадий Павлыч вӗсене кӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ. — Мӗнле-ха! Ҫапла-им? Ирхине партире тӑманнисене киле салататпӑр, хамӑр юлатпӑр. Хӑш-пӗр чух, вӑл чарӑнса тӑнӑ, ӑна кура вара пурте, сӑмахсӑр-мӗнсӗрех, чарӑнса тӑнӑ, вӑл пӗр вырӑнта шак хытса кайнӑ пек пулса, ҫӗрлехи сас-чӗве итлеме тытӑнсан, — пурте шак хытса кайнӑ пек пулса итлесе тӑнӑ. Паянах ҫирӗп хакпа пӗри те сутӑ тӑвас ҫуккине эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Эпӗ вара арӑма та, Трухачевские те нимӗн те тӑваймастӑп. Ку вара Яков Лукича йӑлтах тарӑхтарса ячӗ: вӑл кашӑкне сӗтел ҫине печӗ те хӑйӑлтатакан сассипе хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Йӗлпӗретӗр-ха, тен, кӗҫ макӑрмалла пулӗ! Ҫав мыскара ҫине Зеб астуса пӑхман. Вӑл меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, урисене хуҫлатрӗ, сухалне аллипе якатса илчӗ, вара вӑрах калаҫу пуҫлама ҫӑварне ҫеҫ уҫнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна Дубцов пӳлсе хучӗ, — вӑл юриех хыттӑн: — Каласса каласа пар та эс, мучи, анчах ан суй! Эпӗ хаттӑран тухма тӑнӑччӗ ӗнтӗ, — чӗре вара хамӑн тӑкӑскӑлантарса тӑвӑлтаракан куҫҫульпе чӑп-туллиех тулнӑ, — ман куҫа сасартӑк йӑмӑх-ҫутӑ япала курӑнах кайрӗ, чӳрече рамин кӗтессине, ахӑртнех, юри ҫакса хӑварнӑ пулмалла ӑна. Сасартӑк судьясем пурте пӗр харӑс ҫӗкленчӗҫ. Манӑн аллаппи пысӑкӑш пичете таможня чиновникӗсем тахҫанах аван пӗлнӗ. — Эпӗ телейсӗр Бен Ганн. Эпӗ пурне те асӑрхатӑп, — терӗ ҫирӗппӗн. — Пӑхатӑп-пӑхатӑп та, ачам, ӗҫӳсем сан ырах мар, уншӑн сана каялла, аннӳ патне, ямалла ан пултӑр. — Мӗн тума хатӗрленмелле? Каҫалана сулӑннӑ кун ҫуттинче Корчагин ҫинҫе куҫхаршисене тата хуран курӑнакан пысӑк куҫсене асӑрхарӗ. Вокзалта ҫӗнӗ ҫынсем, пуринчен ытла окопран таврӑннӑ салтаксем, тӗлӗнмелле «большевик» текенскерсем, вӗркӗше пуҫларӗҫ. Анчах эп ӑна хама кӑтартасшӑн марччӗ. Ҫын ҫухалнӑ Каса-дель-Корвӑри чан сасси ирхи апата пуҫтарӑнма чӗннӗ. Пӑван пуҫне ҫӗклерӗ: — Калӑр священнике, манӑн пӗччен пулас килет. Кунта эпӗ, ҫак телейсӗр ҫын пӗччен пурӑнса, ухмаха тухнине пӗтӗмпех ӗненсе ҫитрӗм. Ахӑртнех, эпӗ мӗн шухӑшлани хамӑн сӑн-питӗм ҫинче курӑнчӗ пулас, вӑл вара хӑйӗн сӑмахне хӗрӳллӗнех тепӗр хут каларӗ: — Пуян! Июнӗн 14-мӗшӗнче кунӗпех ҫак япаласене йӗркелесе майласа ирттертӗмӗр. Том каялла ҫаврӑннӑ та васкасарах утма пуҫланӑ. Тупӑ хӑй хыҫҫӑн сӑнчӑр татӑкӗ сӗтӗрсе пырать. Вӗлеретӗп! Вӗсем ҫак пысӑках мар музейӗн залӗсене часах пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Ӗшенсе ҫитнӗ Кавказски паттӑр ҫара, хӑй тӑракан ушкӑна, пур ҫӗрте те, пуринчен ытла казаксем — вӑрҫӑри юлташсем — тарават пулӗҫ, тесе шухӑшланӑччӗ малтан Оленин, ҫавӑнпа та ҫакнашкал йышӑну ӑна калама ҫук тӗлӗнтерчӗ. — Чим-ха, чим-ха, эс малтан пуҫласах йӗркипе каласа пар, хӑвӑр ушкӑнӑра аркатнӑ хыҫҫӑн, иксӗмӗр пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑранпа эппин, мӗн-мӗн пулнине каласа пар. — Выляса яма сӗнетӗп сана… Рада чӗтрекен пӳрне вӗҫҫӗн ҫырӑва ярса илчӗ те васкавлӑн пӑхса тухрӗ. Хӗрсем пуҫӗсене сарӑ, кӑвак, шупкарах хӗрлӗ хӑюсемпе эрешлесе пӗтернӗ калпак пеккисем тӑхӑнса яратчӗҫ, тет те, ҫиелтен ылтӑн ука ҫавӑрса ҫыхатчӗҫ, тет. Вӑл малалла мӗн тумаллине вут-ҫулӑмран ыйтасшӑн пулнӑ пек, темиҫе ҫекунд хушши чӳрече патӗнче шухӑша кайса тӑчӗ. Унтан, пуҫне мӑнаҫлӑн тытса, лӑпкӑн та васкамасӑр, чӳрече янаххи урлӑ каҫрӗ, хӑй хыҫӗнче ахӑракан вут-ҫулӑм ҫине пӑхмасӑр, умӗнче хуралса выртакан тарӑн вар енне ҫаврӑнчӗ те, ҫӳллӗ те тӳрӗ кӗлеткеллӗ, мӑнаҫлӑскер, мӗлкӗ пекех аялалла анма тытӑнчӗ. Вӑл Пугачев патне пырса, ӑна хӑлхаран темӗн каларӗ. Ҫак хӑрушӑ самант ҫывхарнине куриччен вилсе выртасси уншӑн ҫӗр хут ытла ҫӑмӑлтарах пек туйӑнчӗ… Амӑшӗ хӑех курать: ывӑлӗн ҫӳллӗ хӳмепе карталанса тӑракан чунӗ темӗнле тухатнӑ ыйӑхпа тӗлӗрет; чӑн-чӑн ыйӑхпа мар пулин те — лӑпкӑ ыйӑхпа. Купец приказчике хут укҫасен пӗчӗк ҫыххине пачӗ, пуҫ тайрӗ, пуҫне сулласа илчӗ, хӑйӗн шӗлепкине икӗ пӳрнипе хӗстерсе тытрӗ, хулпуҫҫисене хӗстерчӗ, пӗтӗм пӳ-сийӗпе хумханса илчӗ те, аттисене илемлӗн чӗриклеттерсе тухса кайрӗ. Ежов, хаҫат тӗркине сиркелесе, пӗр лист туртса кӑларнӑ, унтан, ӑна икӗ аллипе тытса, Фома умне урисене сарса тӑнӑ; Фома, шӑтнӑ ларкӑчлӑ кресло ҫинче саркаланса ларса, кулкаласа итленӗ. Эпӗ капла та сире сехет майлах кӗтрӗм. Ученӑй тӑшманӗсем, ӑна тӗп тӑвас тесе, ҫавӑнпа усӑ курнӑ та. Вӑл кӗлӗ тӑвакан пӳлӗме кӗчӗ те, пӑталанӑ Христос сӑнӗ умне чӗркуҫленсе, ӑна чуптуса:— Эй, турӑҫӑм, вӗҫне ҫитичченех шанчӑклӑ пулма вӑй парсамччӗ мана, — тесе пӑшӑлтатрӗ. Шуйттан пукани, Матруне мӑнаки Пӑхать мана кашкӑр пек, Пурӑнӑҫ мар — йӳҫ тӑвар пек. Пирӗн партин секретарӗ те унтах, — терӗ хай мучи, Давыдовран пӗр утӑм та юлмасӑр. Унта тата вунӑ ҫул пурӑнас пулсан, Янкель, тен, пӗтӗм воеводствӑна йӑлтах юхӑнтарнӑ пулӗччӗ. Куҫҫулӗсем куҫӗ ҫине пырса капланнине сиссе илчӗ вӑл, ҫапах та унӑн хӑйӗн кулма юратакан тусӗ умӗнче макӑрас килмерӗ. — Арӑму сывах-и? — Мир! — терӗ ӑна Воропаев. Вӑл манпа пӗрле анчах пӗтсе ларма пултарать. Ҫапах Дик Сэнд хӑйӗн киммине сых ятне сулахай ҫыранпах тытса пычӗ. Кунти ҫӗр айӗнче хӑватлӑ парсемпе вут ҫулӑмӗ пур, вӗсене ҫул ҫеҫ уҫса памалла пулать. Вара вӑл сасартӑк хӑй мӗн каланинчен хӑй ҫав тери вӑтанса кайрӗ: ӑна хӑйӗн сӑмахӗсем калама ҫук киревсӗррӗн янӑранӑ пек туйӑнчӗҫ. Халь эпӗ мана юри хӑтланатӑн тенипе те килӗшетӗп, анчах эпӗ, туршӑн та, Еленӑна юрататӑп. Унӑн тӑрри диаметрӗпе ултшар футлӑ чи пысӑк виҫӗ турачӗ ҫинче тытӑнса тӑрать. Вӑл хӑй патне пынӑ Женьӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ те: — Хӗрача, ҫав чечек ҫыххине… — терӗ чӳрече еннелле пуҫ сӗлтсе, — каҫхине крыльца ҫине эс килсе хумарӑн пулӗ те? Ачасем тӑп тӑрса итленӗ, анчах никам та хирӗҫ чӗнекен пулман. Ун ҫинчи управленипе маттурлӑх та, хӑвӑртлӑх та кирлӗ мар пулнӑ. — Хӑвӑр условийӗрсене ӑнлантарса парӑр, — терӗ вӑл, — эпӗ сирӗн валли мӗн те пулин туса пама пултаратӑп, ҫавна ӗненсех тӑрӑр… Эпӗ час-часах пӗччен ҫӳрекеленӗ вӗт. Ҫил-тӑман пӗлӗчӗсене пӑрлӑ ҫил тулласа аркатать. Ҫынни шыраман та сана — ҫапах та тупнӑ! — Русси-я-н! — чӗтреве ӳксе кӑшкӑрчӗ вӑл, тияккӑн иртсе пыракан галерей еннелле кӑтартса. Вӑл сасартӑк кашкӑр сывланине туяйми пулчӗ, вӑрахӑн тӑна кӗрсе пынӑ май, вӑл хӑй аллине хытӑ чӗлхе сӑтӑрнине туйрӗ. Акӑ пукан та илсе килчӗҫ, ун патне лартма хушатӑр-и? Эх, ҫынна хӑйӗн кӗтесӗ, хӑйӗн йӑви мӗн тери кирлӗ! Астӑвӑр, пирӗн кипарис патне чупса ҫитме ӗлкӗрмелле пултӑр. Чурасем ҫӗкленчӗҫ, кивӗ пурӑнӑҫа хӑяматалла сирпӗтмелле. «Эп мӗнле суйма пултаратӑп-ха? Анчах Пӑван хайне хӑй тӗлӗнмелле ҫирӗп тытать. — Хӑрушӑ пулмасть-и ку? — хам хӑраса кӗтнине хупласшӑн тӗмсӗлсе, ыйтрӑм эпӗ тимсӗррӗн кулкаласа. — Эх-ма!.. — шанӑҫсӑррӑн хашлатса илчӗ те Гаврила, хӑйне хыттӑн хушса каланине хирӗҫ, хурлӑхлӑн:— Эх, пӗтрӗ ӑраскалӑм! — тесе хучӗ. «Паратӑп сана ҫак ҫутта, — тенӗ вӑл вилес умӗн икӗ сехет маларах, — эпӗ ӑна хам пултарнӑ таран тытса пытӑм, эсӗ те ҫав ҫутта пурнӑҫ вӗҫне ҫитичченех аллунтан ан вӗҫерт». Эпӗр ун ҫинчен: вӑл ӗлӗксенче, ӑста пеме пӗлнӗ пирки, мӗнле те пулсан ҫынна вӗлернӗ те, ҫав айӑп ӑна халь те канлӗх памасть пулӗ, тесе шухӑшлаттӑмӑр. Кичем каларӑн, сӑмах та ҫук, пӗр япаланах апла та, капла та тӳсе тӑтӑн. Хӑвӑра ӳпкевпе витсе, ыттисене те пӑлхантаратӑр… Вӗлернӗ-тӗк, ниҫта та каймасть. Императорпа ун ҫумӗнчи пур ҫывӑх ҫыннисем эпӗ тытӑннӑ пысӑк ӗҫ мӗнле пӗтессине ҫыран хӗрринче пӑхса кӗтсе тӑчӗҫ. Философи докторӗ. Нимӗҫсем икӗ машиниста, воззванисем илсе ҫӳреҫҫӗ тесе, тытса хупрӗҫ. — Шухӑшламастӑп… Вӑл вӗсен ачисен ячӗсене, вӗсен мӗнпур хуйхи-суйхисемпе инкекӗсене лайӑх пӗлсе тӑнӑ; раштавра чирленӗ ӗне ҫинчен, иртнӗ пасар кунӗ урапа айне ӳкнӗ пукане ҫинчен те ыйтса пӗлнӗ. Вӑл Гек ҫинелле пӑхса илчӗ. Силвио пурӑ илчӗ те лешӗ ҫырни ҫумне хӑйӗн яланхи йӑлипе тивӗҫлӗ хисеп ҫырса лартрӗ. Нумайӑшсем сӑхсӑхаҫҫӗ. Ӑнлантӑр-и эсир, пире мӗн тума хушнине? Хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатать, ҫӳлте пӗлӗтсем шурӑ кайӑксем пек ишсе пыраҫҫӗ, эпир Атӑл урлӑ каҫлӑхсем ҫийӗпе утатпӑр, кӗрлет, ҫӳлелле ҫӗкленет пӑр, каҫлӑх хӑмисем айӗнче шыв чӑмпӑлт-чӑмпӑлт тутарать, ярмӑнкӑри аш пек хӗрлӗ собор тӑрринче ылттӑн хӗрессем ялкӑшаҫҫӗ. Вӑл калаҫманпа пӗрех, сайра хутра ҫеҫ пӑшӑлтатса хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерет. Ҫапах та пыра-киле пушӑран-пушӑ вырӑнсем те курӑнма пуҫларӗҫ. Мӗне пӗлтерет ку сӑмах? Тапӑнакансене хирӗҫ пӑшалсемпе пеме май паракан баррикада евӗрлӗ хӳтлӗхсем туни нумай усӑллӑрах пулмалла; шӑтӑка тул енчен уҫӑ хӑварни ӑна шалтан питӗрсе лартать. Ман ҫинчен темӗн те пӗр сӑмах илтнӗ халӑх портшез патне пухӑнатчӗ. Вара хӗрача йӑтса пыракан ҫынсене чарӑнса тӑма хушатчӗ те, курасшӑн ҫунакан халӑха кӑтартма лайӑхрах пултӑр тесе, мана хӑйӗн алли ҫине илсе ҫӗклетчӗ. Мюхлюзовӑ вӑрӑм урамӗ тӑрӑх чупа-чупа, ҫула май вӑл темиҫе алӑка та тӗккелесе пӑхнӑ, алӑкӗсене пӗтӗмпех питӗрнӗ пулнӑ, вара вӑл каллех чупнӑ. Кунти ученӑйсен шухӑшӗпе ку провал тахҫан сӳннӗ кратер пулнӑ имӗш, урӑх ним те мар; вӑл Машук сӗвекӗнче, хуларан пӗр ҫухрӑмра тӑрать. Хӑйӗн кӳренӗвне ҫуса яма нумай юн юхтарӗ. Ачасем пулаҫҫӗ, укҫа-тенкӗ ҫитмест, ҫӑкӑршӑн нумай ӗҫлемелле пулать. Ҫакна вуласан, пичче ӑнсӑртран Лейден банкине пырса сӗртӗннӗ пекех сиксе илчӗ. — Килте мӗн туса пурӑннӑ эсӗ? Аслӑ юслӑх-ӳпкевлӗхне хӑрушла хаклашу вӑхӑчӗ. Хисепленӗ теме те юрать, мӗншӗн тесен г-жа Лора хӑй килӗнче перекетлӗ те типтерлӗ хӗрарӑм пулнине пӗлнӗ вӑл. Вӑл, халь кӑна пальто илнӗ те, ирӗкрех ҫӗре, алӑк патнерех тухма тӑрӑшать. Ҫав чулсемпе курӑксем тӑрӑх Пӑванӑн башня ҫинчен картишне анса, питӗрмен алӑка хуллен уҫмалла та, тӑпраран купаланӑ хӳме айӗнчен иртекен шӑтӑкпа юнашар пулнӑ ҫӗр тӗпӗнчи тоннеле пырса кӗмелле пулнӑ. Кукшина вӗсем хыҫҫӑн сиввӗн те йӳҫҫӗн кулса юлчӗ. — Питӗ ырӑ ӗҫ тӑвӗ Уэлдон мистер, — палӑртрӗ Халл капитан. «Сан патна пырасшӑнччӗ, Санпала вӑрҫасшӑнччӗ: Савнӑ чунӑм, мӗншӗн-ха Сада эс тухмастӑн-ха? Ха! Тӗрӗссипе, ачасем пире пушшех хирӗҫтеретчӗҫ. Хыпса яраҫҫӗ. — Гут, старост! Анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ те, хаярланса кайнӑ тискер кайӑк пек, вӗсен куҫӗнчен пӑхрӗ. Хӗрӳленсе, Воропаев пушшех те хӑвӑртрах калаҫма пуҫларӗ. — Эсир ӑна ӑнланаймастӑр та, сире вӑл ҫавӑнпа начар пӗлет пек туйӑнать, — терӗ канлӗн кӑна майор. Елена вара ӑна ҫырусем ҫырса тӑма тата, май килсен, ӑҫта та пулсан Кунцово ҫывӑхӗнче тӗл пулма пулчӗ. Баймакова, сӑмсине шӑнкартса, ӑна хирӗҫ:— Ҫын вӑл ҫавӑн пек, турӑ ӑна савӑнса пурӑнма ҫуратса янӑ… — терӗ. — Ну, кунта эсӗ йӑнӑшатӑн. — Капитан Томмаси, — терӗ вӑл вӗсенчен пӗрне, — хуралҫа чӗнсе илӗр те ҫак ҫамрӑк ҫынна темиҫе куна карцера лартма хушӑр. «Уйрӑлнӑ та амӑшне пӑрахнӑ», тесе шухӑшларӑм эпӗ ҫавӑнтах. Пӗтрӗ! — Вилнӗ пуль тетӗп, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Халл капитан, — мӗншӗн тесен вӑл нихӑҫан та пурӑнман. Халӑх ҫинчен калаҫнӑ чух эпӗ ку тӗлӗшпе ҫав ҫынсем шухӑшланӑ пек шухӑшлама пултарайманнине туяттӑм, ку мана тӗлӗнтеретчӗ те, иккӗлентеретчӗ те. Пирӗнпе ӑшшӑн сӑмахламалла чухне вӑл яланах ҫак чӗлхепе калаҫать, хӑй ӑна питӗ лайӑх пӗлет. Ҫапла, пулӑшу — укҫа е урӑх мӗн те пулин кирлӗ пулсан, — мана пӗлтер, юрӗ-и? Ку ӗҫре ҫакӑ курӑнать: асӑннӑ генерал-аншеф Троекуров иртнӗ 18… ҫулта июнӗн 9-мӗшӗнче ҫак суда килсе прошени пачӗ, унта вӑл хӑйӗн вилнӗ ашшӗ Коллежски ассесор тата кавалер Ефим ывӑлӗ Петр Троекуров 17… ҫулта август уйӑхӗн 14-мӗш кунӗнче, вӑл вӑхӑтра … наместнически правленире провинциальнӑй секретарь пулса ӗҫленӗскер, дворян ҫемйинчен тухнӑ канцеляристран — Егор ывӑле Фадей Спицынран — К … округӑн асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи, ун чухнехи ревизи тӑрӑх Кистенӗвка выселки тенӗскерӗнчи, 4-мӗш ревизи тӑрӑх … чун арҫынлӑ имение — ҫуртйӗрӗ, паҫми, акакан тата ахаль выртакан ҫӗрӗ, улахӗ-ҫаранӗ, вӑрманӗ, Кистенӗвка ятлӑ ҫырминчи пулӑ тытмалли вырӑнӗ, ҫак имени ҫумне ҫырнӑ мӗн пур ҫӗршывӗ, улпут хӑй пурӑнакан ҫурчӗ-мӗнӗпе, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн ашшӗ дворян хушшинчен тухнӑ урядникран — Теренти ывӑлӗнчен Егор Спицынран халал йӗркипе юлнӑ пурлӑхне пӗтӗмпех — ҫыннисенчен пӗр чун хӑварми, ҫӗрне те пӗтӗмпех 2500 тенкӗ сутӑн илнӗ. — Эпӗ те, — тесе килӗшрӗ ҫавӑнтах майор та. — Тата ҫакна калас килет манӑн, — хушса хучӗ Айртон, — ҫул начарри ҫеҫ мар, пирӗн умра юханшыв пурри те малалла каяссинче пысӑк чӑрмав туса тӑрать. Леш айккине каҫас тесен, пирӗн кунта Сноуи-Ривер шывӗ чакасса кӗтмелле пулать. Ун пек хӗрарӑмсем ҫине вӑл ку таранччен пырса перӗнме ҫук япаласем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ, вӗсене турӑ ливрей тӑхӑннӑ лакейсемпе тата вӗҫкӗн кучерпа илемлӗ кӳмесенче ларса ҫӳреме тата начар плащ тӑхӑннӑ ҫуран утакан ҫын ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхкаласа илме анчах ҫуратнӑ тесе шутланӑ. Эпӗ каҫхи тӗттӗмпе уса курса, «Испаньола» патне ишсе кайма тата якорь канатне касса татма шухӑш тытрӑм. Ывӑлӗ унӑн аллине тытса хытӑ чӑмӑртарӗ. — Тавтапуҫ. Алексей ун ҫине ҫилӗпе, хулпуҫҫи урлӑ ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ну, мӗн тӑвасшӑн эсир? Мӗн кирлӗ сире? Хушӑран унта ҫиме юрӑхлӑ вӗтӗ армути е хытхура таврашӗ пур, вӗсене сурӑхсемпе качакасем пӗр пӗрчӗ хӑвармасӑр суйласа ҫисе яраҫҫӗ. Унтан вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса чуптунӑ… Кимӗ шыва путнӑ самантрах пире шыв сивӗ пекчӗ, анчах каярахпа эпир часах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр. Аэлита хӑйсем тарнине никам та асӑрхаманнине палӑртрӗ. Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх профессор Лиденброк, каллех ӗлӗкхи чӑрсӑр ҫын пек пуласшӑн. Статья пирки пур ҫӗрте те вӑйлӑ тавлашусем сике-сике тухаҫҫӗ. Никам пурӑнман утрав ҫинче телей тупассине эсир ӗненместӗр-и вара? Вир хӑмӑлӗ тӑрӑх ҫӗр ҫумӗпе аялтан вӗрекен ҫил вашлатса килчӗ, хӑмӑл шӑртланса тӑчӗ, чӑштӑртатма пуҫларӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ мӗн май килнӗ таран вӗрен ҫине сахалтарах уртӑнма тӑрӑшса, урасемпе чул катӑкӗсем ҫине пусса анатӑп. — Падре, килӗр кунта! Аржанов тилхепене турткаларӗ, лашасем хавасрах кайрӗҫ, хӑй вӑл, ача куҫӗ пек таса сӑрӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине пӑхса, ыйтрӗ: — Халӗ ӗнтӗ, лашасемпе мӗншӗн ерипен ҫӳретӗн тесе, манран урӑх тӗпчемӗн-и? Ӑҫта пурӑнать вӑл? Ҫак машинист-кочегар пилӗк ҫул ӗлӗкрех Мускавпа Ташкент хушшинче ҫӳрекен поездсем ҫинче ӗҫлетчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кашни ҫынна мӗн чухлӗ шалу параҫҫӗ унта? Сывӑ пул! Куна-тӑк… куна эп ӑнланатӑп!! Ҫул ҫине тухса каяс умӗн юлташӗсем ӑна кӑшт вӑтанкаласа, ӑнсӑртран тата пӗтӗм чӗререн каланӑ пек каланӑ туслӑх сӑмахсене пурне те аса илчӗ вӑл. Санин пӑхрӗ-пӑхрӗ те палласа илчӗ… — Альфред Франка паллатӑр-и эсир? Эпӗ сана уҫӑлса ҫӳреме чӗннӗ пулӑттӑм, анчах эсӗ йӑлтах кӗнеке ӑшне путнӑ. Ултӑ кунран Ливингстон Кассангӑна пырса тухнӑ — чура сутуҫи Алвиш ӑна ҫавӑнта курнӑ та ӗнтӗ. Майӑн 31-мӗшӗнче вӑл Сан-Паулу-ди-Луандӑна пырса тухнӑ. Ҫав кунхине Корчагин ҫак хушамата ӑҫта илтнине темиҫе хутчен те аса илме хӑтланса пӑхрӗ, анчах ниепле те астӑваймарӗ. — И… и… и… пу… пурӑнатӑп-ха, улпутӑм, пурӑнатӑп ерипен, — терӗ мана хирӗҫ Степан, чӗлхипе пӑт пуканӗсене ҫавӑркаланӑ пекех, тытӑнчӑклӑн. Вӑл мана… пӗрле курнӑ-ши? Джемма хӑйне хӑй урӑхларах тыткаланӑ пулсассӑн — Санин… кам пӗлет? пӑртак мухтанарах та илӗччӗ-и тен — е уйрӑлассине, тен, ӗмӗрлӗхех уйрӑлассине туйса, хурланса ларӗччӗ-и тен… Эпӗ ҫакна тӑнларӑм та, ӗҫ ӑнса кайрӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсем пӗр харӑссӑн, ӑнланмалла мар шӑв-шав пулса, кӑмӑллӑ мар арпашупа кӗпӗрленсе килеҫҫӗ. Малти линире ҫаплах-ха кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнсе тӑрать. Тӗлӗнмелле, теме пула, ача чухне эпӗ ҫитӗннӗ ҫын пек пулма тӑрӑшаттӑм, ачалӑхран иртрӗм те, час-часах тепӗр хут ҫамрӑкланас килет. Астӑватӑр-и, Дидона Энейпа вӑрманта чухне… Вӑл пӑхӑр булавка. Вӑл мана арҫын тесе шутлӗ! Ун умӗнче хаки тӗслӗ гимнастёрка, кӑвак рейтуза тӑхӑннӑ, ҫинҫе кавказ пиҫиххи ҫыхнӑ ҫӳллӗ те хура ҫамрӑк ҫын тӑрать. Ҫук, Ерофей Кузьмич пӗлнӗ: пурлӑх вӑл алла йывӑррӑн килсе кӗрет. Унта Скрипкин вилчӗ. Вӗсем чӳрече витӗр тухрӗҫ, чӳречине те, хуппине те хупрӗҫ, кӑштах тӑчӗҫ. Тӑна кӗрсен тин курчӗ: вӑл ҫӗрте, вӑрман чӑтлӑхӗнче ларать-мӗн, ӑна хирӗҫ, пӗр ҫӗрӗк каска ҫинче — сержант; унӑн кушак куҫӗ пек чалӑшшӑн пӑхакан хура куҫӗсем ҫиҫсе кӑна тӑраҫҫӗ. Пӗр эквалипт ҫумӗнче вут хунӑ вырӑн таҫтанах курӑнса тӑрать. Эпӗ ӑна хам темиҫе тинӗссем урлӑ выртакан инҫетри ҫӗршывран хам евӗрлӗ нумай ҫынсемпе пӗрле вӑрманта каснӑ йывӑҫсенчен тунӑ пысӑк карап ҫине ларса килни ҫинчен, ҫав ҫынсем вара мана ҫак ҫӗршывӑн ҫыранӗ ҫине антарса мана пӗчченех тӑратса хӑварни ҫинчен каласа патӑм. — Хӑш чух эпӗ Фомана питех те шеллетӗп… — Чыслӑн вилмелӗх ҫитет, — терӗ Огнянов ҫурма сасӑпа. Паллах, Боллӑна та арестленӗ! Мӗн пулнӑ-ши? Эпӗ сире тӗрӗссине калатӑп. Унта куҫҫулӗ, асапӗ, нуши сахалтарах пулӗ-ши, — ун ҫинчен эпир часах пӗлӗпӗр акӑ. Вӑл вӑтам пӳллӗ, ырхан, кӗлеткине кура самаях вӑйлӑскер, анчах, ытла вӑтанчӑк пулнӑран, килпетсӗр. Ун ҫинчен унта тӗп-тӗрӗс ҫырса кӑтартнӑ, кашни пӑнчӑ таранах, сӑнӳкерчӗкрен те лайӑхрах. Ҫӗнӗ Орлеанран тарнӑ вӑл, плантацирен. — Щетка пур-и сирӗн? Довбиш, кун пек ӗҫсем мӗнпе пӗтессине питӗ лайӑх пӗлекенскер, хӑйпе илнӗ патаккисене ҫавӑнтах кӗсйинчен туртса кӑларнӑ. Хӑйӗн тӑватӑ самолёчӗпе атака тӗлӗнчи тӳпене сыхлакан Мересьев аялта мӗн пулса иртнине ҫӳлтен питӗ аван курчӗ. Аэродром ҫинче хура мӗлкесем чупкалама тытӑнчӗҫ, такӑрлатнӑ юр ҫинче транспортниксем йывӑррӑн шума пуҫларӗҫ, штурмовиксем вӗсене ҫине-ҫинех пырса атакӑларӗҫ; «юнкерссен» экипажӗсем, мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илсе, вут айӗнченех машинӑсене старт патне кӑларса сывлӑша ҫӗклеме пуҫларӗҫ. Ман ӑна татах тепӗр хут курас килсе карӗ, — ун патне кайса кӗнекесем ыйтсассӑн мӗн пулать-ши? Ылтӑн купи ҫине тата тепӗр хут пӑхса илсен, ҫирӗм икӗ ҫулхи вӗри чӗре урӑхларах калаҫма пуҫларӗ. — Кам-ха вӑл ҫавӑн пек опытли сана кӗркунне сутма хушрӗ? Хӗрарӑмран хӑлаҫ аяккарах шӑлаварсӑр ҫара пуҫлӑ пӗчӗк ача хускалмасӑр тӑрать. Манӑн унта упаленсе те пулин ҫитес пулать. Ученый шӑтӑкран йӑраланса тухрӗ, ҫывӑрнӑ урисене пынӑ ҫӗртех тӳрлеткелесе, Гленарван хыҫӗнчен ҫыран хӗрринелле утрӗ. «Ӑна ҫавӑн пек кирлӗ те», — теҫҫӗ хӗрарӑмсем. Ытарма ҫук июль каҫӗнче илемпе пӗрлех темле хӑрушӑ вӑй пурри туйӑнса тӑрать. — Ну? Вӑл Лося ҫурма тӗттӗм, ансӑр пӳлӗме ертсе кӗчӗ; аякри стена ҫинче — пысӑк, тӑваткал, витӗр курӑнман тӗкӗр, ун умӗнче — темиҫе пуканпа кресло. Гинка каллех чӑтса тӑраймарӗ:— Йӗр ӗнтӗ, йӗрсе кӑтарт! йӗме те пӗлместӗн-и вара? — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Ырӑ чӗре! — Ҫук, сэр, пӗр сӑмах та чӗнмерӗм. Вӑл Анюта патне госпитале шӑнкӑртаттарчӗ. Анчах художник ҫак ҫепӗҫ кӗлеткере ӳкерме илӗртекен фарфор тӗслӗ питне, ҫинҫе те шурӑ мӑйне тата аристократиллӗ ҫемҫешке шӑмшака ҫеҫ курчӗ. Эсӗ унран шалу ыйтатӑн пулсан, вӑл сана ӗнсерен парса кӑларса ярать. Айртон пӗрмай калать, Грант капитан чӗрӗ юлма тивӗҫлӗ, тет. Вӑл ӑҫтине Айртон пӗлмест, анчах Австрали ҫӗрӗнче тесен, иккӗленсе тӑмасть. Вӑл сухаҫӑ патне пынӑ. «Тусӑм, — тенӗ вӑл, — телей пур-и санӑн?» Унӑн кӗлеткинче ним хӑрамалли те ҫук. Инҫетри Турцирен килекен типӗ тинӗс ҫилӗ пите сӗртӗнет. Эпӗ пурӗ те ик-виҫӗ сӑмаха ҫеҫ илтсе юлтӑм, анчах ку та ҫителӗклӗ пулчӗ. Лаша ҫинчен сиксе вӑл ун патне чупса ҫитсе ӑна аллине илнӗ, лашине ирӗкех хӑварса каялла чупнӑ. — Эсӗ, Давыдов юлташ, ан ухмахлан! Ну… лараттӑмӑр Петербургра, — хӑрушлӑх пулмастчӗ-и унта?» Тупата, ҫӗр ҫӑттӑр, суятӑп пулсан! Хӗрарӑм хусканӑвӗсем татах хӑвӑртланчӗҫ; вӑл рояль ҫинчен сиксе анасшӑн пулнӑ пек, анчах сиксе анма пултарайман пек авкаланчӗ, вӑл пусӑрӑнчӑклӑн кӑшкӑрнисем тата ытларах хаярланчӗҫ; пуринчен ытла унӑн урисем вӗттӗн-вӗттӗн авкаланнине, вӑл пуҫне тӑрук ывӑтнисене унӑн ҫӑра ҫӳҫӗсем, хулпуҫҫисем ҫийӗнче ҫунатсем пек ҫӗкленсе, кӑкрипе ҫурӑмӗ ҫине тискер кайӑк тирӗ пек пулса ӳкнине курма хӑрушӑ пулчӗ. Гор хул пуҫҫисене сиктерсе илчӗ ҫеҫ, карапсем ҫывӑхрах ӗнтӗ, аялалла анаҫҫӗ. Нумай ҫул хушши тарҫӑра пурӑннӑ хушӑра, Ерофей Лопухов аран-аран лаша, ӗне пекки туянса янӑ, хӑйне валли ҫурт ҫавӑрнӑ. Автан Макар кӑмӑлне кайрӗ. Хӑйсене хупӑрласа илсенех вӑл, маркиз хушнипе, иккӗмӗш хутӑн чӳречисем айӗнче ҫакӑнса тӑнӑ чикмеке пуҫтарса библиотекӑна вырнаҫтарса хучӗ. Камсем вара вӗсем? Пӑлхарсем-и, тӗрӗксем-и? Марко хӑй хыҫҫӑн вите алӑкне хупса тухрӗ. — Апла ӗнтӗ, Егорий пулатӑн. Мӗн усси пулнӑ-ха мана хамӑн пурлӑха ҫунтарма? Ҫук, эпӗ унпа хирӗҫ пулман — тав турра! — Эсир пиртен кулатӑр, Паганель? — терӗ майор. — Эпӗ Павел валли ҫимелӗх ҫӑнӑх илсе килтӗм, кунта авӑ мӗн пулса тӑнӑ… Унтан теплерен илтетӗп — лаша кӗҫенсе ячӗ. — Хысна лаши. — Эппин вӗсене пӗтӗмпех Граф вӑрланӑ! — терӗ Шериф-ага, темле ӑслӑ шухӑша пӗлтернӗ пек. Каялла таврӑннӑ чух илетпӗр эпир ӑна, факт! Вӗсен пуҫӗнче урӑх шухӑш пулман. Сӑмах май, вӑл ҫар службинче пулнӑ пулмалла. Тинӗссем ҫинчи Аслати питӗ пысӑк сысна аш татӑкки тупса килнӗ, ӑна вӑл аран ҫеҫ йӑтса ҫитернӗ. Полковниксем валли! Ухмахсем! — Анчах та пире: Совет Союзӗн Геройӗсем валли вырӑн хӑвармалла, тенӗ-ҫке. Эпӗ этеме питӗ хытӑ, питӗ хӗрӳллӗн юратсан ҫеҫ ҫав юратуран пурӑнӑҫӑн тӗп шухӑшне тупса ӑна ӑнланма кирлӗ вӑй илме пулнине туйса илтӗм. — Эсир, юлташ, пӗр сехет ӗнтӗ ӑпӑр-тапӑр сапалатӑр, — пӳлчӗ Гусев. Ҫавӑнпа эпӗ унталла-кунталла пӑхкаларӑм та хулана вӗҫтертӗм. Самантлӑха Стручков хӑйне вара пистолетпа тӗлленӗ хӗҫ-пӑшалсӑр ҫын пекех туйнӑ. Вара вӑл ҫакӑн пек чух хӗҫ-пӑшалсӑр хӑюллӑ ҫынсем мӗнле тӑваҫҫӗ — ҫавӑн пек тунӑ. Вӑл тӑшман ҫине хӑй ыткӑннӑ, анчах чышкисемпе мар (ҫӗр ҫинче пулсан, вӑл ун ҫине чышкисемпех ыткӑннӑ пулӗччӗ), — вӑл хӑйӗн самолёчӗн ҫаврӑнса тӑракан винтипе нимӗҫ самолёчӗн хӳринчен тӗллесе, машинине ун ҫинелле ярӑнтарнӑ. Леночка унпа пахчара никам ҫӳремен ҫӗрте ӳсекен вӗлтрен темисем хӳттинчи типӗ ҫӗре вырнаҫса ларнӑ; Катя илсе тухнӑ хытӑ ҫӑкӑра хаваслӑ туйӑмпа ҫинӗ, вӑл каласа кӑтартнине итленӗ. — Ой, Том! Вӑл шыв айӗнчен курӑнакан хӑрушӑ чулсем аяккипе сылтӑмалла та сулахаялла ӑстан ҫаврӑнкаласа, тӑвӑр проливпа ишрӗ. Унсӑр пуҫне, полковник япӑх ҫын мар, ӗҫе тӗплӗ тӑвакан этем, улталас ҫук. Ытла та шел, факт!» Тӗрӗссипе каласан, хулари ҫынсем ҫакӑн пирки пӗрре те пӑшӑрханман, мӗншӗн тесен хула варрипе пысӑк юханшыв юхса выртнӑ, хула ҫыннисем валли ҫимӗҫсемпе шыв ҫителӗклӗ пулнӑ. Анна Васильевна вӑранчӗ, вара каретӑра пурте калаҫма тапратрӗҫ, анчах икӗ экипажӑн кустӑрмисем тата лашасен вӑтӑр икӗ ури айӗнче чул сарнӑ ҫул ҫав тери кӗмсӗртетнипе сӑмах мӗн ҫинчен пынине никам та илтеймерӗ. Россия алли кунта суйлавсенче усӑсӑр хӗстернинче, чансене антарнинче тата ҫак вырӑнсенче тӑракан е кунтан иртсе каякан ҫарсем пурринче кӑна палӑрать. Каҫ пулчӗ. «Кирлӗ мар. Вӑл вӑранать те ҫуйӑхма тытӑнать, эпӗ ҫуккине пӗлеҫҫӗ вара», — терӗм эпӗ. Сылтӑм енче пӑрлӑхсем, темӗн чухлӗ тусен тӑррисем картланса тӑсӑлнӑ; хӑш-пӗр ту тӑррисенчен сайра тӗтӗм ҫаврашкисем ҫӑмхасем евӗрлӗ ҫӗкленсе хӑпараҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ кунран эпӗ «Дункан» ҫинче пулатӑп, тата тепӗр иккӗрен — Туфольд бухтинче. — Сан пирки-и? Монахсем унта — аллӑ ҫичӗ пин, тата икҫӗр ҫитмӗл виҫӗ архиерей… Нумайах пулмасть … вырӑн урлӑ иртсе пынӑ май, эпӗ хам пӗлӗше аса илтӗм; эпӗ вӑл пуҫ пулса тӑнӑ станцӑна халӗ пӑрахӑҫа кӑларни ҫинчен пӗлтӗм. Хӗрхенӗр ман ҫамрӑклӑха! Вӑл хуҫа валли ниҫта тупма ҫук тутлӑ настойкӑсем, наливкӑсем усранӑ, пур кӗтессенчен те тӗрлӗ тӗслӗ бутылкӑсем туртса кӑларса мухтаннӑ: — Хам шухӑшласа кӑлартӑм, анчах ӗҫне чечук арӑмӗ тӑвать, тӑлӑхскер, пӑрӑҫ пек хӗрарӑм. Виҫӗ кун ҫухатрӑр-и? Анчах никам та чӗнмерӗ. Наборщиксем ун пӳлӗннӗ сассине харӑссӑн ярса илнӗ, вара сывлӑшра аслати пек вӑйлӑ кӑшкӑру, йывӑҫ ҫулҫисене варкӑштарса, кӗрлесе кайнӑ. Бобетинский каҫ хаваслӑхне пит нумаях ӳстереймерӗ. Вутри пекех ҫунтарать. Айртон хӑйӗн асаплӑ пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа панисем — итлесе ларакансемшӗн тата та ытларах тӗлӗнмелле пулчӗҫ. — Полковник господин, тен сире мӗнпе те пулса хӑналама ирӗк парӑр? Вӑл ытти картинӑсем хушшинче ҫав тери сӑпайлӑн, гени пекех ансатӑн туйӑнать. Картина ҫинчи чаплӑ кӗлеткесем, хӑйсем ҫине нумай ҫын тинкерсе пӑхнипе вӑтанса, илемлӗ куҫхӑрпӑкӗсемпе куҫӗсене хупнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. — Эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп, хаклӑ Эдуард, — терӗ Элен. Нестеренко, хӑй мӗн шутланине палӑртмасӑр пуҫне сула-сула, куҫӗсемпе ҫеҫ кулса, ӑна тимлӗ итлерӗ. Ун пек эпӗ те пултаратӑп… Федотка ҫине хутран-ситрен кӑна пӑха-пӑха илсе, Давыдов ҫав япаласене пӗрин хыҫҫӑн теприне уҫа-уҫа хучӗ. Урӑх вӑл ӗнтӗ кирлӗ те пулмарӗ. — Посудник, — терӗ. — Ҫапла тейӗпӗр. Вӑт мӗнле калать! Танлаштарусенчен яланах сыхлан, ун пек япалапа питӗ кирлӗ пулсан ҫеҫ усӑ кур! Тата ӑна портрет уҫӑ пулни, ун ҫинче витнӗ ҫитти пулманни питӗ тӗлӗнтерчӗ. — Вилнӗ ҫынсене курас тесен, хуть те хӑҫан та курма пулать, — терӗ Илюш. Отделени начальникӗ эпӗ ӑна пуҫ тайӑп, унран каҫару ыйтӑп тесе шутланӑ ӗнтӗ, анчах эпӗ ун ҫине ним те пулса иртмен пекех ҫиллӗн те мар, ырӑ суннӑ пек те мар пӑхса илтӗм те хам вырӑна лартӑм. — Ыран кун хӑй мӗскер тӑвассине пӗлсе тӑман ҫын телейсӗр, — сӗлкӗшшӗн каланӑ Люба. Швабрин манран ӑстарах мӗн, анчах та эпӗ вӑйлӑрах та чӑрсӑртарах иккен, тата monsjeur Бопре, ӗлӗк хӑй салтак пулнӑскер, мана фехтовани енӗпе темиҫе урок панӑччӗ, унпала халӗ усӑ куртӑм эпӗ. Сержант хӗрарӑм умне пырса, кӑкӑр ӗмекен ача патне пӗшкӗнчӗ. Юри тенӗ пекех, актриса ӳсӗрнӗ пек тунӑ хыҫҫӑн, Инсаров пыр тӗпӗпе ӳсӗрни илтӗнчӗ… Вӑл час-часах сан ҫинчен: Вӑт Михайлов! тет, чун пек этем вӑл, тет — эпӗ ӑна, курсанах, чуптуса илме хатӗр — вӑл бастионсенче ҫапӑҫать, Георгиевски хӗрес илетех ӗнтӗ, ун ҫинчен, вара хаҫатра ҫыраҫҫӗ тет т. ыт. те. т. ыт. те, тӳррипе каласан, эпе ӑна сан пирки кӗвӗҫмех пуҫларӑм». Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле шухӑш ман пуҫа епле пырса кӗнине эпӗ пачах астумастӑп, анчах ку шухӑш мана питӗ килӗшнине тата ун пирки ыйтакансене пурне те: тем пулсан та кукамая парне паратӑпах, мӗнле парне иккене никама та каламастӑп, тесе ответленисене астӑватӑп. Вилнисем кӑна ҫынсене ун пек пӗлмеҫҫӗ пулӗ». Юмерага хаджи каларӗ-ха, жандармсем лашисене ҫавӑтса пынӑ иккен, кашкӑрсем вӗсене хӑвалама тытӑнсан, жандармсем пӗр енне чупма тытӑннӑ, лашисем тепӗр енне… — Каймалли сахал-и, сирӗншӗн пур ҫӗрте те алӑк уҫӑ… — Киле пулсан, пирӗн ҫулсем пӗрле. Кил хуҫи, Тимофей Борщев, кӑмака умне чӗркуҫленсе ларнӑ та, кӗске хуҫса вакланӑ ҫатрака вуттине иле-иле чикет. Е эсир карапа тытса пыма тата ҫилсемпе кӗрешме пӗлсен, эсир тахҫанах каретӑсем ҫинче ярӑнса ҫӳремелле. Жавенене кайнӑ юланут тахҫанах таврӑнчӗ вӗт. Бретанӗн авалхи ҫӗрӗсене юхман пӗвепе танлаштарма юрать: кӳлленсе тӑракан ҫак шыв пачах юхасшӑн пулман; ун ҫийӗн вӗрсе иртекен ҫил ӑна тӑрӑлтарман, пӑтрантарса ҫеҫ хӑварнӑ. «Пилигрим» йӗри-тавра тӳпепе шыв кӑна. Темӗнле тӗлӗнмелле, паллӑ мар сӑмахсене аран-аран уйӑрса илтӗм. Ҫав тери хытӑ хавасланнипе пурте алӑ ҫупрӗҫ, урисемпе тапӑртатрӗҫ. Тепӗр минутран хӑйӗн свитипе пӗрле самаях самӑр та ҫӳлӗ ҫын кӗчӗ. — Пӗлессе те эп — хама кирлинчен ытларах пӗлетӗп пулас. Ульяна кинеми ҫил-тӑвӑлла тулашать, тарӑхнипе сывлӑшне ҫавӑраймасть хӑй, сӑмси ҫинчи шӗпӗнӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе кӑна тӑрать. Огарновӑна вӑл пит харсӑр герой тата телейсӗр этем пек туйӑнать, тата вӑл ҫав паллӑ каҫран пуҫласа унтан хӑракалать те; ҫав каҫ Воропаев вӗсен мӗнпур канӑҫсӑр та лайӑх мар пурнӑҫне тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ. Озеровецсем нимӗҫсенне темиҫе машина ҫунтарса ячӗҫ, пит нумай нимӗҫе вӗлерсе тӑкрӗҫ, вара хӑйсем мӗнле ҫапӑҫнинчен тата мӗн-мӗн тунинчен хӑйсем те тӗлӗнсех кайрӗҫ. Тем пекех кӳреннӗ Ҫӑрттан сырӑш патнелле танккарӗ, унта кӗрсе выртса, аҫамӗпе витӗнчӗ, шӑннипе хутланса илчӗ. — «Introibo ad oltare Del» Монтанелли престол умӗнпе уҫӑ сасӑпа «Introit» ятлӑ кӗлӗ вулать, ун йӗри-тавра священниксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Тӗлӗ-тӗлӗпе ҫаратса илнӗ япаласене уйӑрайман пирки кашкӑрла хурахсем хушшинче ҫапӑҫу пуҫланса каять, хӑшпӗр ҫӗрте хӗҫсем ялтӑртатса илеҫҫӗ. Асӑрханӑ-и эсир, мӗн тери тискер те шӑп кунта, э? Ганс пире пӑрахса каясшӑн-и? — Кала! — майра-патша хаяррӑн йынӑшса янӑ та пиҫӗ пӳрнисемпе Элиавӑн хура кӑтрисене ҫатӑр ярса тытнӑ, пит-куҫне ҫӳхе хитонӑн кӗмӗл ҫӗввисемпе чӗртерсе-шӑйӑрттарса, ун пуҫне хӑй ӳт-пӗвӗ ҫумне пӑчӑртаса хунӑ. Ӑйӑрсене вӑл нихҫан та кун пек тӗлӗнмелле хӑвӑрт кӳлменччӗ-ха! Катапац нимӗн ӑнланаймасӑр хулпуҫҫисемпе турткаланса илчӗ те хӑй вырӑнне тавӑрӑнчӗ. Каярахпа инструкторсем килсе ҫитеҫҫӗ, вара эпир вӗҫме тытӑнатпӑр. Артём шӑлнӗн ҫӗнӗ инкекӗ ҫинчен пӗлсен, амӑшӗ патне ҫыру ҫырать, вара Мария Яковлевна, килне пӑрахса, ывӑлӗ патне куҫать. Вӑранни Иккӗмӗш хутӗнче Фелим малтанхинчен ытларах ҫывӑрнӑ. — Черня, тусӑм! Утлӑ ҫар хыҫҫӑн — хӗрарӑмсемпе ача-пӑча ларнӑ лавсем, выльӑх кӗтӗвӗсем. Анчах унӑн пуҫне ҫавӑнтах урӑх, кӑвар пек шухӑш пырса ҫапрӗ: вӑл дворника хулпуҫҫинчен ярса тытса хыттӑн силлерӗ те шӑл витӗр ыйтрӗ: — Чуптурӗҫ-и? Ямасан — вӗлеретӗп ӑна. Куҫӗсене хупмасӑрах темелле, тӗлӗрсе каять вӑл, анчах чӗри ун ҫывӑрмасть. Пин ҫул каярах пулнисем ҫинчен шухӑшлар-ха. Андрей хӑй те ӑнланса илме пултараймасть, ӑҫтан тата хӑҫан килсе тухрӗ-ши ҫак ҫӗнӗ туйӑм, анчах, апла пулин те, пӗлет вӑл, ку туйӑм пуррине вӑл пурнӑҫра пӗрремӗш хут сисет. Кунти ҫынсем король ҫарӗ пысӑккипе мухтанаҫҫӗ; унӑн ҫуран ҫарӗнче ҫӗр ҫитмӗл ултӑ пин ҫын тата утлӑ ҫарӗнче вӑтӑр икӗ пин ҫын шутланать. Анчах пӗлместӗп: хулара сутӑҫсенчен, ялсенче фермерсенчен пухакан ҫак ополчение ҫар тесе калама пулать-ши? Ӑна чаплӑ улпутсемпе вак дворянсем пуҫлӑх пулса ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсене пӗр шалу та тӳлемеҫҫӗ. Ун чухне те вӗсем кӑлӑхах хирӗҫсе кайрӗҫ, анчах ку самантлӑх харкашу ҫеҫ пулчӗ, темиҫе минутранах вӗсем килӗшрӗҫ. — Ҫапла пулчӗ вӗт, тӗрӗс мар-и, Гокинс? — тесе ыйтать хӑй, кашни минутсерен. Эпӗ кашни хутӗнче унӑн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе пытӑм. Анчах пӗр-пӗр вӑхӑтра пачах кӗтмен ҫӗртен ҫак килйышра мӗнле те пулин пурҫӑн чӗнтӗр пирки е упӑшкин лашисемпе хӑнана кайни ҫинчен тепӗр чух ниме тӑман пек туйӑнакан ыйтӑва хускатаҫҫӗ, — вара нимле сӑлтав та ҫук пек пулин те, — тавлашу хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пырать, чаршав хыҫӗнче ку ӗҫе татса пама тӑвӑр пулса тӑрать те, сасартӑк, тавлашакансене хӑйсене хӑратса пӑрахса тата итлесе тӑракансене тӗлӗнтерсе ярса, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе мӗн тери япӑх пӑхни йӑлтах куҫ умне тухса тӑрать, халӗ ӗнтӗ нимӗне те хупӑрламан чаршав хирӗҫсе кайнисен хушшинче пӗр усӑсӑр сулланса ҫапкаланать, вӑл сире хӑвӑр унпа хӑҫантанпа улталанса пурӑннине ҫеҫ аса илтерет. Кӑвак тӳпе ҫине пӗр хускалмасӑр нумайччен пӑхсан, темшӗн чунпа шухӑшсем пӗчченлӗх тӗнчипе пӗрлешсе кайнӑ пек туйӑнать. Хӗрарӑмсем служба тӑршшӗпех пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ та хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. — Лайӑх хӗр вӑл, — терӗ амӑшӗ вӑраххӑн, хӑйне Егор пӗлтернӗ хыпар ҫинчен шухӑшласа. Урӑх нихҫан та вӗренместӗп ӗнтӗ эпӗ. Сыв пулӑр, Зеб! — Ҫавӑн пек илтрӗм эпӗ. Кашниех вӗсемпе мӗн тӑвас тенине тума пултарнӑ, анчах никам та ашшӗ вырӑнӗнче пулман. Вӑл кресла ҫинче выртнӑ, унта ӑна Владимир ҫӗклесе пырса хунӑ. Эпӗ бандитсем ҫинчен шухӑшла пуҫларӑм, анчах вӑл та ҫавӑн пекех ӗненмелле мар пек туйӑнчӗ. Анчах лешӗ ӑна ҫийӗнчех пӳлчӗ: — Урамра шӑпах иккенне пӗлсен, эп каларӑм вара хама: «Ҫак канӑҫлӑхран хӑрамалла та санӑн, Иванчо», — терӗм. Джон Мангльспа Вильсон ҫула тухма пикенчӗҫ. Анчах пустав фабрики туса лартрӗ те — ӗҫӗ ӑнмарӗ унӑн. Ҫулҫӳревҫӗ ӳчӗ вӑл хушӑра Вӑтаҫӗр Африка чӑтлӑхӗнче ҫӗрнӗ, ун ҫинчен, йыттисӗр пуҫне, пурте маннӑ. Никита унӑн куҫҫулӗсем пӑр ҫине ӳкнине курать. Пурне те ҫитерсе парӑпӑр. Ҫакна сана эпӗ калатӑп, эпӗ, Валентин Яскульский, санӑн мана ӗненмеллех, мана ӗненмеллех, ма тесен, эпӗ санӑн аҫу, — ку primo. — Итлетӗп… Асӑнмалӑх мӗн те пулин парнеле хӑть, аттеҫӗм. — Кӑнтӑрлахи кӗлӗ хыҫҫӑн питӗ вӑйлӑ шав пулса иртрӗ кунта, — каланӑ маях ахӑра-ахӑра ярса, тӑсрӗ малалла Никита Назарыч. Зеб Стумп тинкерсе пӑхма пуҫланӑ. Чулсем ҫине ҫапӑнса, карап корпусӗ шӑтрӗ, шӑтӑкран карап ӑшне шыв кӗре пуҫларӗ. Лиза аллине вӑрахчен тытса тӑрса, куҫӗсенчен тинкерсе пӑхса вӑл:— Эсир пырӑр-и вара? — Ӗҫе чиперрӗн пӗтернипе сывлӑх сунатпӑр сире, Фома Игнатьич! — саламланӑ ӑна подрядчик, пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсене савӑнӑҫлӑн ҫиҫтерсе. Чуралӑх ӗмӗрсем хушшине тӑсӑлчӗ пулсассӑн, ун арканӑвӗ вара ҫав тери хӑрушӑ пулмалла. Квейс икӗ пӳрнине тӑнлавӗ тӗлне тытрӗ: — Итлетӗп, герр обер-лейтенант! Халӗ ҫав тери чапа тухнӑ Мамаев-Курган патӗнчи укрепленисене пирӗн часть тӑшман вут-ҫулӑмӗ айӗнче ӗҫлесе тунӑ, унтан Трактор завочӗ патӗнчи укрепленисене те эпирех турӑмӑр, ҫавӑншӑн пирӗн чаҫе Боевой Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑларӗҫ… Малалла! Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ хама каҫарттарма шутламастӑп. Санин ҫак ҫырӑва хуҫлатса, ҫыпӑҫтарса хучӗ те кельнера чӗнсе илсе леҫтересшӗн пулчӗ… — Мӗн тунӑ-ха вара вӑл, Уэлдон миссис? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Вӗреннӗ йыттӑн вӑрттӑнлӑхӗпе Джекран кая мар интересленчӗ вӑл. Эпӗ питӗ васкатӑп, ҫавӑнпа та ку хутра кӗскен кӑна ҫыратӑп. А. Г.». Ӑна пур те юратаҫҫӗ. — Мӗнле-ха апла? Эпир хуралпа килекен лава куртӑмӑр вӗт? Хӑнасене хӑнӑхса лӑплансан, Иван Иваныч ӑна уйрӑммӑн юлса калаҫма сӗнчӗ. Вӑл кухаркӑна пит кураймастчӗ, лешӗ те темле хӗрарӑмччӗ: те ырӑ вӑл, те усал — пӗлмелли ҫукчӗ ӑна. Яшкана курсан, вӑл карҫинкка ҫинчен анмасӑрах аллине тӑсса тирӗке илчӗ, ӑна чӗркуҫҫи ҫине майлаштарса лартрӗ те, кашӑкне чӑмӑртаса тытса, ҫиме пуҫларӗ. Ҫак шуйттан сиввипе пыр шӑнса хытсах ларчӗ пулмалла… Пурте ун еннелле туртӑнчӗҫ — вӗсем хыҫҫӑн эпӗ те. Халӗ вара… — хавассӑн ӳстерчӗ вӑл сассине, — палаткӑсем патнелле сиккипе марш! — Ман хушамат Колпиков, хисеплӗ ҫыннӑм, сирӗн малашне ҫынсене ытларах хисеплеме хӑнӑхас пулать. Эпир сирӗнпе татах курнӑҫӑпӑр-ха (vous aurez de mes nouvelles ), — вӗҫлерӗ вӑл, мӗншӗн тесен пӗтӗм калаҫу французла пулса иртрӗ. Анчах эп халӗ ун ҫинчен чарӑнса тӑрас ҫук, хӑрушӑ шухӑш вӑл, халь ун ҫинчен чарӑнса тӑманни те лайӑх-ха. — Мӗнле пурнаҫҫӗ вӗсем? Шыв ан калаҫтӑр. Клюберпа Эмиль вӗсене хирӗҫ ларчӗҫ. Ҫак самантра хаяррӑн шартлатнӑ сасӑ тӑвӑл шавне хупларӗ. Иккӗмӗш ҫынни вара, пачӑшки, ҫут тӗнче ҫине хӑйӗн нӳрлӗ куҫӗсемпе тӗлӗнсе-тӗлӗнсе пӑхнӑ май вӗҫсӗр йӑлкӑшса кулать, ытлашши хытӑ йӑлкӑшнипе унӑн кулли шӗлепке ҫунаттисем ҫинех ӳкнӗн туйӑнать; пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ тата шӑннӑ евӗр туйӑнать. — Агафия Гавриловна карчӑк патӗнче. Вӗсем часах пӗр вуникӗ динаму персе антарчӗҫ, тавӑрӑннӑ чухне тата Гленарван пекари таи-театр текен тӑватураллӑ, хулӑн тирлӗ кайӑка персе ӳкерчӗ, унӑн какайӗ питӗ тутлӑ теҫҫӗ. Вырсарникун ҫитрӗ. Вара пурин куҫӗ умне те сӑмахпа асӑнман, анчах чӗрене кӗрсе юлнӑ сӑнсем тухса тӑраҫҫӗ: тӗксӗм те ансӑр пусмасем, чан ҫапакан манахӑн хытанка кӗлетки, унӑн чирлӗ сӑн-пичӗ, вӑл ҫиллессӗн кӑшкӑркалани, пурнӑҫ шӑпи пирки вӗчӗрхенсе мӑкӑртатни… Сулахай флангра, пӑшалӑрсене ҫӳлерех тытӑр! Инсаров ют ҫӗршывра ҫурални (вӑл болгар) сӑн-питӗнчен тата уҫҫӑнрах палӑрать: вӑл ҫирӗм пилӗк ҫулсене хитнӗ, типшӗм те тӗреклӗ, путӑк кӑкӑрлӑ, шӑнӑрлӑ ҫирӗп алӑллӑ ҫамрӑк ҫын; вӑл яр уҫҫӑн палӑрса тӑракан сӑн-сӑпатлӑ, курпун сӑмсаллӑ, кӑвакрах хура ҫӳҫлӗ, сарлакарах мар ҫамкаллӑ, витӗр пӑхакан пӗчӗк куҫлӑ, ҫара куҫхаршиллӗ; кулнӑ чухне ҫӳхе тути айӗнчен илемлӗ шурӑ шӑлӗсем самантлӑха курӑнаҫҫӗ. — Ӑнланатӑн-ха эсӗ, анчах ытлашши пӑлханатӑн. Дикарьсен суя вӑйӗсене ӗненни вӗсен ҫиллинчен вӑйлӑрах иккенне тепӗр хут ӗненсен тин Эленпа Мэри лӑпланчӗҫ. Виҫӗ тӳпем вырӑн патне пырса тӑрать; ӑҫта-ха чечекӗсем? Марина, вӑрӑмрах та кӑшт чалӑшрах хура куҫӗсене хӗссе, Андрей ҫине шӑтарасла пӑхать. Чӑнах та, ку япалана пуринчен малтан тӑвас пулать. Вӗсенчен хӑшӗ ҫӗнтерӗ? Каҫхи апат ҫинӗ чухне сахал калаҫрӗҫ. Бекки кӗнекене аяккалла туртса илчӗ те ӑна хупса лартма хӑтланчӗ, анчах вӑл хӑтланни ҫав тери ӑнӑҫсӑр пулчӗ: картинкине вӑл страница варри тӗлне ҫитичченех ҫурчӗ пӑрахрӗ. Нивушлӗ вара унӑн ҫак стенасене ҫунтарма, ишсе антарма, тӗл туса хума хӑват ҫитӗ? Маншӑн пулсан, ку та аван. Эсӗ мана сутнӑшӑн дон Мигуэль сана мӗн чул тӳлерӗ? Том штурвала пӑрчӗ те карапа тӳрех хӗвелтухӑҫнелле тытрӗ. — Ман ҫуртра! Кӑнтӑр тӗлне вӑл Шырланпуҫне ҫитрӗ. — Сан хыпарунта лайӑххи нимӗн те ҫук, — терӗ ӑна Володя, унпа пӗрле савӑнма пачах шутламасӑр, — эхер эсӗ мӗн ҫинчен те пулин тӗплӗн шухӑшлама пултарсан, ку питӗ япӑххине хӑвах ӑнланӑттӑн. Кунта шӳт тумаҫҫӗ иккен, вӗсем ҫавна ӑнланчӗҫ. Ҫатмана чуста ярса ӑна кӑвар ҫине лартрӑмӑр, унтан чусти ҫине хамӑр явнӑ вӗрене майлаштарса хутӑмӑр та ҫиелтен каллех чустапа хупларӑмӑр. Эпир пурте питӗ савӑнтӑмӑр, Том уйрӑмах хытӑ савӑнчӗ, мӗншӗн тесен унӑн урине пуля кӗрсе ларнӑ-мӗн. Юнашар дачӑсен чӳречисем витӗр хӑй ҫутисем курӑнма пуҫларӗҫ. — Е сан мана Черня вырӑнне хапха ҫинче ҫакӑнса тӑмалла тӑвас килет-и? Тепӗр ирхине эпир каннӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах малалла кайрӑмӑр. Сан ҫыннусем ак ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса шанмаҫҫӗ, йывӑрлӑхсенчен хӑраҫҫӗ, а эсӗ вӗсене ҫаплах плансемпе, ҫаплах плансемпе тарӑхтаратӑн, сӑмсисенчен тӗкетӗн, ухмахла хутсемпе!.. Анчах пӑшалтан пени ахалех иртмен. Титок иккӗмӗш хут ҫапсан, вӑл юр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Ҫакна ӗнтӗ пуринчен малтан коммунистсен ӑнланса илмелле. Унтан мастерскойӑн пурӑнӑҫӗнчи ҫӗнӗ хыпарсене салхун каласа кӑтартатчӗ: — Жихарев ҫапах ҫав ӗнепеле ҫыхланса пурӑнать; — Ку мӗн тата? — шӑртланса кайса ыйтрӗ Петр. Йытӑ мӗншӗн ҫав арман патӗнче явӑнса ҫӳрерӗ? Апла пулин те, ҫакӑн пек чунсӑрла хаярлӑх пирки Халл капитан чылай каласа кӑтартма пултарӗччӗ. Ку калама ҫук тискер япала, шел пулин те, тӑтӑшах тӗл пулни ҫинчен Халл капитан Уэлдон миссиса тепӗр хут каларӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл негрсенчен татах ыйтрӗ. Ку шухӑш ҫийӗнчех ҫавӑрса илчӗ те пӑлхантарса ячӗ мана. — Манӑн куҫсем? — терӗ ученый, вӗсене тем пулнӑ пек лутӑркаса. Уэлдон миссис Дика ҫав тери хисепленӗ, хӑйӗн пӗчӗк Джекне лӑпкӑнах унпа шанса хӑварма пултарнӑ. Таҫта гитара та янрать. — Юлташ подполковник, пӗлтерме ирӗк парӑр: унӑн урисем ҫук, — хӑйӗн тусӗн хутне кӗчӗ инструктор Наумов. Килӗш лектор пулма. Кайрӑмӑр эппин, пурсӑмӑр та ҫавӑнтах ҫӗр каҫӑпӑр. — Ҫакӑнта, — тенӗ те виҫҫӗмӗшӗ, хунара ҫӳлелле ҫӗкленӗ, ҫавӑнпа унӑн пичӗ ҫине ҫутӑ ӳкнӗ. Ку ҫамрӑк тухтӑр Робинзон пулнӑ. Король майри куласси ак мӗнле сӑлтавран пуҫланса кайрӗ. Ҫулла кунта шӑна пит нумай. Тӑри пысӑкӑш ҫак йӗрӗнчӗк кӑпшанкӑсем мана апат ҫинӗ чух пӗртте канӑҫ памастчӗҫ. Портфеллӗскер-и? — Димитр, асаннӳнтен малтан чӗлӗ тытма ан васка, хӑвна фармазон пек ан тыткала! Ҫав картинӑсем ытла та уҫӑмлӑ туха-туха тӑнипе мана хам мӗн шухӑшлани пӗтӗмпех чӑн пулнӑ пек туйӑнчӗ. Алкумне кӗрсенех, атти ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ, тасатса тасалми пылчӑка йӗпе акаци шӑпӑрӗпе шӑлса тасатнӑ чухнех, Разметнов Нагульнов пӳлӗмӗнчен алӑк хушӑкӗ витӗр тулалла ҫутӑ пайӑрки чалӑшшӑн ӳкнине курчӗ. Мана, кашни выльӑх хушнинех итлесе, ирӗксӗрех ӑна юрамалла пулнӑ ҫынна-и? Эпӗ карӑм; сухаллӑ, вӑрӑм буфетчик, сӑмсасӑр хура пурҫӑн калпак тӑхӑннӑскер, мана куҫлӑх витӗр тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те:— Уйӑхне икӗ тенкӗ. «Ырӑ, хӳхӗм Гайнан, — хӑй пӳлӗмнелле утнӑ май, шухӑшларӗ подпоручик. — Ав, виҫӗм ҫул Болхов патӗнче вилнӗскерӗнчен… Карачев ҫывӑхӗнче пулас, хӗрлех… Ӑнӗ-тӑнӗ таврӑнать. Аякра, тӗрӗк ҫарӗ хыҫӗнче, темиҫе юлан утлӑ ҫын курӑнса кайрӗ. — Ну, ҫуркуннепе лаша илес тетӗн-и? — тесе вӑл ҫӗнӗ халап пуҫласа янӑ. Малтанхинче калпак тата шлафрок тӑхӑннӑ хисеплӗ старик хӑйӗн канӑҫсӑр ывӑлне ӑсатать, ывӑлӗ ашшӗнчен пехил тата хутаҫпа укҫа илет. Негр халӗ те таҫта ҫывӑхрах тесе шутлаҫҫӗ хӑш-пӗрисем. Вӑл вӗсем хушшинче тирек пек курӑнать; ӑна ӳссе ешерме ясӑна пӳрмен пирӗн сад-ра», — тесе юрлать, Печорин ҫӗкленчӗ, пуҫ тайрӗ ӑна, аллине хӑй ҫамки патне, унтан чӗри патне тытрӗ те мана тавӑрса калама ыйтрӗ, эпӗ вӗсемпе калаҫма лапах пӗлеттӗм те унӑн сӑмахӗсене куҫарса патӑм. Государыня ун еннелле кӑмӑллӑн ҫаврӑнса пӑхнӑ та, Марья Ивановна, вӑл нумай пулмасть хӑйпеле чӗререн калаҫнӑ дама иккенне палланӑ. Анчах вӑл ытла ир хӗпӗртесе ӳкнӗ-мӗн: килте ӑна тата икӗ чи хӑрушӑ та чӗре патнех пырса тивекен аван мар ӗҫ кӗтсе тӑнӑ… Унта Тимурпа Симаков нумай тытӑнса тӑмарӗҫ. — Ӑҫта? Хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра вӑл упапа алла-аллӑнах тытӑҫнӑ пулнӑ, лешӗ унӑн аяк пӗрчине хуҫса пӗтернӗ, ҫапах та упана тытнӑ вӑл, ҫавӑн ашӗпе вара халӑха вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Унта кӗсенлӗ пӑлхарсем кӑна. — Каҫар, бей эфенди. Обозпа пӗрле пыракан кортеж пуҫӗнче плантатор хӑй — Вудли Пойндекстер юланутпа пырать. Вӗсем пулман пулсан, ӑста шутлакан вуншар ҫын нумай уйӑх хушши асапланнӑ пулӗччӗ, шутлакан машинӑсем вара ӑна темиҫе сехет хушшинчех туса пӗтернӗ. Ҫапах та эпӗ сана ахалех лекмерӗ пулӗ тесе шутлатӑп. Эпӗ сана юлашкинчен мӗнле те пулин кирлӗ япала калӑн тесе, эсӗ вара каллех ӗлӗкхине… — Эсӗ ан вӗрилен, эсӗ ватӑ ҫынна тимлӗрех итле. Унтан пӗр ӳсӗр ҫыннӑн арена ҫине тухас килсе кайнӑ-мӗн. «Лаша ҫине утланса чупас килет ман, — тет, — юланутпа эпӗ вӗсенчен начар мар ҫӳреме пултаратӑп», — тет. Аслӑ ачи, Серёнька ятли, Федька ятлӑ шӑлнӗпе халӑха чӗнсе килме хӑвӑртрах яла чупма хушрӗ, хӑй Алексей патне юлчӗ. Тӑна кӗрсен вара Комиссар ҫав самантрах хӑйӗн умӗнче кислород тултарнӑ резин минтер тытса тӑракан Клавдия Михаловнӑпа шӳтлесе калаҫма пикенчӗ: — Ан пӑшӑрханӑр, сестра. — Ҫак ҫулпа, теҫҫӗ. Анчах ман пите нихӑҫан кураймӗ вӑл текех. — Ак ку лайӑх та! — савӑнӑҫлӑн каласа хучӗ Калчо. — Тӗрӗксене ҫакӑнпа та пӗтермесен, мӗнле вӑл? Пит те тӗлӗнмелле. Ҫул парӑр унӑн преосвященствине! Унтан вара, ура ҫине тӳремӗн тӑрса, пӗтӗм шӑплӑха хускатса шӑхӑрса ячӗ. Ҫапларах туйӑнма пуҫларӗ вара мана: ҫулсем, вуншар ҫул хушши тӑсӑлӗ ҫак пӑсӑк каҫ, ман вилӗм ҫитичченех тӑсӑлӗ, ҫакнашкалах чӳрече тепӗр енче ҫил ӗхӗрӗ, симӗс тӗслӗ начаркка абажур айӗнче ҫав-ҫавах лампа тӗксӗммӗн ҫунӗ, эпӗ хам пӳлӗм тӑрӑх ҫакӑн евӗрлех пӑлхавӑррӑн каллӗ-маллӗ утӑп, кӑмака патӗнче ҫаплах чӗмсӗр те тӗмсӗлсе тӗсенӗ Ярмола ларӗ — ӑнланса пӗтерме ҫукла, маншӑн ютшӑнчӑк чӗрчун, тӗнчери пур япала тӗлӗшпе те сӳрӗкскер: килӗнче ҫемйи выҫӑ ларни те, ҫил ахӑрса алхасни те, мана чун-чӗре таранах хырса ҫиекен тунсӑх пусса илни те ним мар уншӑн. Вӗлерекен ҫынӗ вара, кирӗк кам ҫинчен калас пулсан та, ҫак локуст йывӑҫҫи хыҫӗнче тӑнӑ. Воропаев та ӑна нумай кӗттерме шутламарӗ: — Эпӗ Корытов патӗнчен. Гаррис кӑнчӗ. Манӑн пуҫӑмра темӗн чухлӗ ыйту капланать. Вӑл пычӗ те… Пӗр жандармӗ пӗшкӗнчӗ те, Весовщиков ҫине чалӑшшӑн пӑхса, урайӗнче сапаланса выртакан кӗнекесене пуҫтарма тытӑнчӗ… Калугинпа полковник, хӑйсем ҫав тери аван ҫынсем пулсан та, хурланма мар, ҫавӑн пек ҫапӑҫӑва кашни кулленех курма хатӗр, вӗсемшӗн пулсан, кашни ҫапӑҫу хыҫҫӑнах ылтӑн хӗҫпе генерал-майор чинне илсе пултӑр. Кукамая эпӗ сайра кураттӑм; вӑл ватӑлнипе сӳтӗле-сӳтӗле каякан кукаҫее тӑрантарса, ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлетчӗ, куккасен ачисемпе аппаланса пурӑнатчӗ. Тайлӑкрах сӑрт хӗррипе тӑвалла хӑпарнӑ чух, полкри боецсемпе командирсенчен нумайӑшӗ кӑшт шикленерех каялла ҫаврӑнса пӑхкаларӗҫ. Василий авланни ҫак телейсӗр хӗрӳллӗ юратуран мана йӑлтах сыватса ҫитерчӗ, ӑна авланма хӑй сӗннипе аттерен эпӗ ирӗк ыйтса илтӗм. Утрав ҫинче Джим ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпӗ, шурлӑх урлах юханшыв хӗрнелле кайса, хӑвалӑх ӑшне кӗтӗм; хӑвӑртрах сулӑ ҫине ларса, ҫак хӑрушӑ вырӑнтан тарас килчӗ манӑн. Ҫак шухӑшсем ҫамрӑк хӗр пуҫӗнче хӑй Петрпа пӗрле аллея тӑрӑх ҫӳренӗ самантра ҫиҫсе иртрӗҫ. Пӑхатӑп — сулӑ ҫук. «Ну, тетӗп, вӗсен темӗнле инкек пулнӑ пуль те кунтан тарнӑ тетӗп, манӑн негра та хӑйсемпе пӗрлех илсе кайнӑ ӗнтӗ! Манӑн вӑл пӗртен-пӗр негрччӗ, эпӗ ют енче, манӑн урӑх нимӗнле пурлӑх та ҫук, хама хам тӑрантармалӑх ҫӑкӑр та тупаймастӑп эпӗ». Лартӑм та макӑрса ятӑм. Пурӗ те темиҫе сехет утмалӑх ҫеҫ. Вӑл хӑйне валли, шӑппӑн та ҫыхӑнусӑр, чышкипе рычак йывӑҫҫи ҫине ҫапа-ҫапа мӑкӑртатрӗ. — Икӗ акӑлчан-и? Эпӗ ӑна итлесе лартӑм. — Эпӗ йӗвене ҫӑвара хыпӑп, — терӗ Геркулес, ҫӑварне сарлакан карса, — эсӗ хӑвна мӗн чул кирлӗ ҫавӑн чул чӗлпӗрне турткалама пултаратӑн. Шуйттана пӑшалпа пени Чирлӗ ҫын ҫӗрӗпе те куҫ хупман. — Ара, эпӗ кунта ҫавна шутласах килтӗм-ха. Вӑл пур ҫӗрте те пурӑнать. Калӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ темиҫе теҫетке сасӑ. Микулай мучи тӗнчере пурӑнса курнӑ, вӑл пӗлет: эсӗ кунта ҫӗрле манпа хура ҫырла пуҫтарма килмен. — Чӑн та ҫапла! — тет Николай, ҫемҫен кулса. Унтан татах вӑл ӳкерчӗклӗ кӗнекесем илсе килет. Каларӑм-ҫке сире, ҫав ырӑ ӗҫе кашкӑрсем тунӑ терӗм, тӗрӗксем ыран ҫав кашкӑрсене аяккарах хуса кайса ҫавӑрса илесшӗн. Хӗҫ тӑм ӑшне аршӑнӑн чӗрӗкӗ чухлӗ кӗрсе ларчӗ, Веткин ӑна унтан аран-аран кӑна туртса кӑларчӗ. Курсант ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Хуйхӑ пусать те тивлетлӗх ҫӗклентерет мана ун пирки, вилӗмсӗрлӗхне курса тӑнӑ май чӗрем те тилмӗрсе тапӑнать… — Мӗн пулнӑ пирӗн кушак аҫине? Ан пӑшӑрханӑр, мисс Луиза. Эпӗ хамӑн ватӑ кӗсрепех кайса ӗлкӗрӗп. Вӑл ҫав ҫула пит лайӑх пӗлет. Эпир вӑр-варах ҫитӗпӗр. Сирӗн пӑч-пӑч чӑпаррипе ман питех каяс килмест. Тата ман ватӑ кӗсре йӗнер айӗнчех тӑрать. Ну, сывӑ пулӑр ӗнтӗ. Айри лашана вӗлерчӗҫ, ҫав вӑхӑтра вара мана контузи турӗҫ, хӑлха та ним илтми пулчӗ». Володя та ман инкекре нимех те хӑраса ӳкмелли курмасть, урӑх факультетра сӑнӑн хуть ҫӗнӗ юлташусенчен вӑтанмалла пулмасть, тет. — Тӑмсай, — терӗ каллех наборщик, — каланӑ вӗт сана эпир мар тесе! Гришка мӑнкӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ… Эпӗ ӑна сӑмах патӑм. Мана ҫак ҫынсем турӑ ҫинчен сахал тата кахаллӑн калаҫни тӗлӗнтеретчӗ, — пӗр Суслов старик кӑна час-часах, пӗтӗм чӗререн ӗненсе каласа хуратчӗ: — Ку — пӗтӗмпех турӑран килет! Стариксем вара лӑпланса, ырӑ хыпарсем илессе шансах кӗтнӗ. Кунта сӑртсем, кӑшт каялла чакса, пӗр пысӑк мар лаптӑк валли вырӑн хӑварнӑ. Лаптӑкӗ шывпа якалнӑ тикӗс чулсемпе витӗннӗ, халь тинӗс ун ҫумӗнче ачашлӑн ҫеҫ чӑштӑртатса хумханать. Ҫӳлти картлашка ҫинчен Павел Ритӑна курчӗ. Халӗ эпӗ кашкӑра тухнӑ ҫын. Суранӗнчен юн вайлӑ юхать, анчах Гленарван, алӑ сыпӑкӗсене ирӗккӗнех хускаткаласа, хӑйӑн тусӗсене пикенсех ӗнентерет: пӑшалпа пени мана нимӗнех те тӑваймарӗ, тет. Огнянов унта тарӑн суран ҫӗвви пуррине асӑрхарӗ, халь ҫав суранран йӗрӗ кӑна юлнӑ ӗнтӗ. Унтан Боримечка ҫаннине чавса таран тавӑрса ҫӑмламас ал тунине кӑтартрӗ, унта унӑн тепӗр сипленнӗ суран пур иккен. Суранне вара тимӗр ҫекӗлпе ҫаклатса туртӑнтарнӑ теме те пулатчӗ. — Эсӗ паян Анна Сергеевнӑпа нумай лартӑн, — терӗ Аркадий, унӑн ыйтӑвне хирӗҫ тавӑрмасӑрах. Ҫӳллӗшӗ унӑн сарай ҫивиттийӗпе тан кӑна, тӑршшӗ ун тӑршшех, сарлакӑшӗ ансӑртарах — ултӑ фута яхӑн. Джемма пуҫне ҫӗклерӗ. Хӗвелтухӑҫ Российӑри мӗнпур ирӗк вырӑнтан пуҫтарӑннӑ витязьсем вара пӗр-пӗрне чуптума пикенчӗҫ, пӗр-пӗринчен ыйтма пуҫларӗҫ: «Касьян мӗнле пурӑнать? Фонтансенчен шыв пӗрхӗннӗ, ҫерҫисем чӗриклетсе ушкӑнпа вӗҫнӗ; вӗсем ӗнер те ҫавӑн пекех чӗриклетнӗ, ыран та ҫаплах чӗриклетӗҫ. — Пӗлме кирлӗ! Ах, унӑн вырсарникунхи шкулта лайӑх отмекӑсем пулнӑ пулсан, вӑл, тен, вилме те, ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ пурӑнӑҫа татма та хатӗр пулнӑ пулӗччӗ… Пӗрре хӗрача юншӑхла пуҫласан, гувернантка ӑна хула тулашне вӑтӑр миляна уҫӑ сывлӑшпа сывлаттарма илсе кайрӗ. — Тухса шӑвӑннӑ. — Тухтӑр, хамӑртан никам та вӗсен аллине чӗррӗн ҫакланмалла мар! Анчах ку таранччен вӗсен ӑнӑҫнӑччӗ вӗт-ха! — Ҫав мустангер мана пӗр ик-виҫ теҫетке лаша тӑратма пулнӑччӗ, ҫав ӗнтӗ унӑн пирвайхи партийӗ пулӗ. Мӗн пит шухӑша кайрӑн? Ку очко ӗнтӗ. Эсир пурне те пӗлнӗ пек туйӑнчӗ мана. Ҫакна кура Женя, хӑрушӑ калаҫуран пӑрӑнма май пуррине туйса, качака хӑваламашкӑн сада тухса чупрӗ. Анкӑ-минкӗ пулмарӑм эпӗ, чиртен сывалсан ӗлӗкхинчен ӑслӑрах та пултӑм пек-ха. Ялан тенӗ пекех хӗрӗнкӗскер, вӑл, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ланчӑрах усса, куҫхаршисене салхуллӑн шӑмарса ҫӳрет, е, тепӗр чух, унӑн пичӗ ҫинче — тайлӑк ӑслӑ ҫыннӑнни евӗр — мӗскӗн те хурлӑхлӑ кулӑ курма тӗл килет. Вӑл аманнӑ урине хыпашласа пӑхрӗ: пакӑлчак сыппи чӗркуҫҫи пысӑкӑшех тӑртанса кайнӑ. Шӑтӑк алтас пулать авӑ! Ҫу-у-ук, унашкал япаласене пӗлетпӗр эпир. Пӗтӗмпех каласа паратӑп! — вӑл Яков Лукича палласа илчӗ, ара, Яков Лукич унӑн кумӗ пулать-ҫке-ха, унпа пӗрле вӑл, пӗр ҫичӗ ҫул каярах, йӑмӑкӗн ывӑл ачине ят хунӑччӗ, халь акӑ вӑл, сусӑрлатса, ҫурса таткаласа пӗтернӗ тутисене селӗп ҫын пек йывӑррӑн хускаткаласа, ыйтать: — Ырӑ кум!.. — Ажиотаж-и? Вӑл сулхӑнра тепӗр еннелле пӑхса ларнӑ та канлӗн кӑна ирхи апат тӑвать. Вара Гусев хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхкаларӗ те Ихошкӑна хул пуҫҫисенчен тытрӗ. Ҫиелтен пӑхсан лӑпкӑ сӑнлӑ курӑнакан Голуб Блувштейн патне пырса хуллен, анчах та илтӗнмелле калать;— Тасалӑр кунтан, тӗне кӗмен чунсем, унсӑрӑн эпӗ сиртен халех котлетсем туса хуратӑп, — тет. — Эс илтмерӗн-и пенине? «Унта — турӑ!» — шухӑшларӗ Ромашов, вара сасартӑк, хурлӑх, кӳренӳ тата хӑйне хӑй шеллеслӗх айван хумпа килсе ҫапнӑран, вӑл хӗрӳллӗн те йӳҫҫӗн пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ: — Турӑ! — Активист вӑл; хӑех выльӑх чунне сыхласа усрама кирли ҫинчен каларӗ. Халӗ тин ҫеҫ вӑл ирӗккӗн сывласа илнӗ пек, ӑна пусса тӑракан йывӑрлӑх ун чӗри ҫинчен персе аннӑ пек пулчӗ. Вӑл мӗнле пурӑнать? Мӗн тӑвать? Йӑмӑкӗ ҫырать: «Мана пур ҫырӑвӗнче те: Катя ӑҫта, тесе аптратать, ӑна мӗн пулнӑ, тет, Катьӑна пӗрре курасшӑн та темӗн панӑ пулӑттӑм, тет. Вӑл та ӗҫнӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем тунсӑхлӑн куҫаҫҫӗ, кӑшт уҫӑлнӑ тутисем илӗртӳллӗн хускалаҫҫӗ. Кӑвак вӑл. Пӑшалсене илсе, ушкӑн ҫул аяккине юр ҫинех кӗрсе выртрӗ. Вӑл Серёжа ҫине ҫилӗллӗ сиксе ӳкесшӗнччӗ, анчах ҫамрӑк ачан савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗ ӑна тӑпах чарчӗ. Манӑн кампа та пулин ҫав тери калаҫассӑм килчӗ; анчах ҫывӑхра лавҫӑсӑр пуҫне урӑх никам та пулманнипе ман ӑна сӑмах хушма лекрӗ. — Апатланма-и? — тесе ыйтрӑм. Мэри Грантпа унӑн шӑлнӗ Гленарвана черетпе тав турӗҫ. Пӗр ҫынна ӑнӑҫлӑн шыраса тупни — ҫур ӗҫ туни, — терӗ Васютин, ытахаллӗн тенӗ пек. — Иккӗшӗнчен пӗри тӗрӗсех ӗнтӗ, юрри суять-и, хӗрӗ суять-и, — хушрӗ Боримечка та. Вланг хӑйне назначени панӑшӑн ҫав тери хӗпӗртерӗ, ҫийӗнчех пуҫтарӑнма чупрӗ, тумланса тухрӗ те вӑл Володьӑна пулӑшма пычӗ, вӑл ӑна хӑйпе пӗрле койка та, кӗрӗк те, «Отечественные Записки» журналӑн кивӗ номерне те, спиртпа вӗретмелли кофейник те, тата ытти тӗрлӗ кирлӗ мар япаласем те илме сӗнчӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑна шыраса тупса, тытса хупас ӗҫе районти уйрӑмра ӗҫлекенсене мар, пире хушнӑ. Ӑна темле шӑна ҫыртнӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл сиксе тӑчӗ те, хулпуҫҫине хӑвӑрт хыҫса, мӑкӑртатса илчӗ: — Эсрел, пӗтме маннӑскер! Ҫын ӗҫӗпе тӗрӗслӗх ҫынни пулса пурӑнас тетӗн-и? — Мӗн вити кунта? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Черняк. Пирӗннисем кунта ҫывӑхах тикӗт турттараҫҫӗ, — вӗсем илсе килеҫҫӗ. — Вӑт ку аван! Титок ӑна вӑрахчен пӑхса кӗтсе илчӗ. — Мӗн тетӗр эсӗр? — тенӗ хыттӑн Мария Гавриловна. Хаклӑскерӗм, ӑнланатӑр-ши эсир мана? Кӑпӑшка тӑпрара пута-пута вӑл салтаксен икӗ речӗ витӗр тухрӗ. Телейне юрласа чӗнтӗн-и вара эсӗ?» Анчах, тусӑм, эсир те ватӑлӑр-ха, курӑр-ха, ватлӑх мӗнле йӳҫӗ пулнине! Тӑхтӑр-ха, хаклӑ тусӑм!.. Токарев тӑрӑхланӑ пек шӑхӑрса илчӗ. — Апла, пӗр икҫӗр ҫул каяллах такам пурӑннӑ пулать? — Лихо юлташ, эпӗ сочинение илтӗм, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ. Тӳррипех каламалла, лаша ҫак ята илме тивӗҫлӗрен те тивӗҫлӗ пулнӑ. Талькав йӗнер ҫине сиксе утлансанах Таука чӗвӗн тӑрса ҫӗкленчӗ. Лашапа унӑн хуҫи ҫине пӑхсан тӗлӗнсех каймалла. Япалисене шӑлса тасатса пуҫтарса хурсан, вӑл питне стена патнелле туса вырӑн ҫинелле кӗрсе выртрӗ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ ӑнсӑртран хамӑн йӗпе тутӑра ӳкертӗм те ӑна илесшӗн пултӑм; анчах эпӗ пӗшкӗннӗччӗ ҫеҫ, шари ҫухӑрса яни мана шартах сиктерчӗ, ҫак ҫухӑру хытӑ хӑраса сехӗрленнине палӑртнӑран, эпӗ ӑна, ҫӗр ҫул пурӑнам та, ҫапах нихҫан та манас ҫук, ун ҫинчен аса илсенех манӑн шӑмшак сӑрӑлтатма тытӑнать. — Федор Иванович, ӗнен ман сӑмаха, пултараймастӑп. Мучие Егорушка тепӗр хут кӑшкӑрчӗ. — Эпӗ сӑлтавне те ӑнлантарса пама пултарнӑ пулӑттӑм, — пуҫларӗ Павел Петрович. — Анчах эпӗ ун ҫинчен шавламасӑр хӑварма шутлатӑп. Судья Иван Ивановича тӗксе ярсанах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович та, Иван Никифоровича пӗтӗм вӑйӗ ҫитнӗ таран тӗртсе ячӗ, лешин ҫинчен вара пӳрт ҫивиттинчен ҫумӑр шывӗ юхнӑ пек тар юхать. Ун патӗнче вара эпӗ кучерта ҫӳрерӗм… анчах хулара мар — унта унӑн урӑххисем пулнӑ, кунта, ялта. Акӑлчансем ӑмсаннипе ухмаха еретчӗҫ. Егорушка хӑвӑрт малалла ҫаврӑнчӗ те пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе кӑшкӑрса ячӗ. Ман патӑмра унта пӗчӗк пичке пытарса хунӑ. Пуҫне перламутр клавишсен речӗ ҫине усрӗ. Часах тӗнчери революци ҫывхарса килсен, паллӑ, тен, пирӗн, иксӗмӗрӗн, каллех пӗр эскадронра тӑрса совет влаҫне хӳтӗлеме тивӗ, эсӗ авӑ, ҫапах та, ҫакӑн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ пулин те, ӗлӗкхи пекех халӗ те партире тӑмастӑн! Иван Иванович кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫеҫ аслӑк айӗнче кӗпе вӗҫҫӗн выртать; каҫхине вӑл бекешине тӑхӑнать те е хулари магазина ҫӳрет, — унта ҫӑнӑх парса тӑрать вӑл, — е, путенесем тытма, хире каять. Халь ӗнтӗ Вакула асӑрхарӗ, Пацюк умӗнче ҫӑмах чашки те, катка та ҫук; анчах ун вырӑнне урайӗнче икӗ йывӑҫ тирӗк ларать; пӗрин ҫинче туллиех хуран кукли, тепринче хӑйма. Тата пирӗн пата земский суд килсе, пире Кирила Петрович Троекуров аллине парас хыпар пур — вӗсен шучӗпе эпир вӗсен ҫыннисем пулать, хамӑр вара, мӗн авалтан сирӗн пулнӑскерсем, — ӗмӗрте те апла пулассине кӗтменччӗ. — Сирӗн мана каялла илсе килмелле пулмасть. Кам пурнӑҫа тытса тӑрать, кам йӗрке тӑвать? Владимир вӗсене, манӑн урасем нихӑҫан та сирӗн ҫурта пырса пусас ҫук, манӑн ӗнтӗ мӗн пур шанчӑк та вилсе выртасси анчах юлчӗ, мана, мӗскӗне, эсӗр текех асра ан тытӑр, тесе пӗлтернӗ. — Вӑл ҫапла ӗнтӗ, — ним хумханмасӑр килӗшрӗ Леночка. Эпӗ ӑна француз тесеччӗ-ха. — Паян вырсарникун вӗт-ха, — терӗ вылякансенчен тахӑшӗ. Сехетсем иртне, ҫӗр тӗрмине лекнӗ ачасене каллех выҫӑ аптратма пуҫланӑ. — Ӑна мустангер вӗлернӗ, ҫавна пӗлтерет. Ҫӑмӑл ураллӑ чӗр-чунсем, ҫынсӑр вырӑнта пыракан каравана курсан, хӑранипе самантрах куҫран ҫухалчӗҫ. Павильон патӗнче Калугин, Гальцин князь тата темӗнле полковник, алран-ал тытӑннӑ та, ӗнерхи ӗҫ ҫинчен калаҫкаласа ҫӳреҫҫӗ. — Бриг ҫинчи ялик-и? — ыйтрӗ Гленарван. — Паллах ӗнтӗ, никам та килӗшмесӗр тӑрас ҫук, анчах каятӑпах теме те кирлӗ мар; ытах ку ыйтӑва татса парас ӗҫе Аполлон Сергеич пире хушать пулсан, пӗр кун тунӑ пек, шӑпа ярар эппин. Акӑ каллех ун ҫутти выляса юха пуҫларӗ, хӑй вӑл, пӗлӗт айӗнчен сирсе тухса, чаплӑ, илемлӗ, тап-таса пӗлӗт ҫинелле ҫӑмӑллӑн сулӑнчӗ. Игнат Матвеичӑн-и?.. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑп. Анчах халӗ манӑн вӑхӑт ҫук, ӑна пӑхма больницӑран ҫын чӗнес пирки вӑл калаҫасшӑн та мар. Айӑккинчен пыр. — Пӗлеймӗ. Ӑна тӗплӗн виҫсе шутласа хунӑ. Тӗттӗм пулса ҫитиччен, фон-Гротт хӑйӗн роти пӗтни ҫинчен пӗличчен, нимӗҫ ҫарӗсем йышлӑ тӑнӑ вырӑнтан, уҫӑ уй-хир зонинчен иртсе пысӑк вӑрманалла ҫитсе кӗмелле пулнӑ, — ун хыҫӗнче вара фронт линийӗ. Ну, Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, Сергунька! Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе, тӑван Шурӑм! — Лбов подпрапорщик! Каллех фокуссем! — ҫуя хытлӑхпа кӑшкӑрчӗ ӑна Слива. Морис-мустангерӑн вилме кирлӗ. Нумайӑшӗсем кунта: эпир Сечьра пултӑмӑр, халӗ ӗнтӗ эпир ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ рыцарьсем пулатпӑр тесе калассишӗн ҫеҫ килнӗ. Августӑн 24 кунӗнче Гленарван, Элен, Мак-Набс майор, Мэрипе Роберт Грант, мистер Ольбинет буфетчик тата унӑн арӑмӗ — Элен горничнӑйӗ — пурне те ырлӑхпа сывлӑх сунса хӑварчӗҫ те, Малькольм-Кэстльрен тухрӗҫ. Икҫӗр ҫынна яхӑн хӗрарӑмсемпе казаксем лавсене хупӑрласа илчӗҫ. Унӑн кӑвак кӑтрисем ҫинче хура пурҫӑн ҫӗлӗк пит илемлӗ ларать. Эпӗ Сен-Жером умне хаяр сӑнпа пырса чарӑнатӑп та калатӑп: «Эсӗ мана инкек кӑтартрӑн, à genoux!». — Акӑ кӗлле те ҫапа пуҫларӗҫ, — тенӗ Игнат, пӑхӑр сассин кӗрлевне тинкерсех итлесе… Кунӗ-кунӗпе ним хускалмасӑр ҫурӑм ҫинче выртса, мачча ҫинчи кукӑр-макӑр ҫурӑка пӑхрӗ вӑл. Вӑл темӗнле колледжра учительте ӗҫлет, тет, темиҫе чӗлхепе калаҫма пултарать, темӗн те пӗлет. Вӗҫне ҫитеспе экскурсири ҫынсем пит выҫса кайнине шутламасассӑн, ҫул ҫӳресси чип-чиперех иртнӗ теме пулать. Гусев кактус уйне кӗчӗ. Сылтӑм алли унӑн пуҫӗ айӗнче, сулахаййине вӑл ӑна ыталанӑ. Кӑтӑшлӑха савӑнаҫлӑ шиклӗхпе сирсе ывӑтать хӗр, вырӑнӗ ҫинче хӑй тавра савнине шырать, анчах никама тупаймасть. Америкӑри пионер-колонизаторсем прерие ҫапла ят хунӑ, терминне ҫуйласа илме вӗсем питех шухӑшласа тӑман пулмалла. Арӑслан пӗрре сиксе Дик Сэнд тин ҫеҫ персе ӳкернӗ каама патне ҫитсе тӑчӗ. Таҫтан пӗр этем кӗлетки мӑшлатса тухса ун патнелле ыткӑнчӗ. — Чылай. «Вӑхӑчӗн палли», «Утӑм хыҫҫӑн утӑм», «Мӗн тӑвас», «Смурино ялӗн хроники» ятлӑ кӗнекесем те манӑн кӑмӑла каймарӗҫ, ҫавӑн пек йышши кӗнекесем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ. Анчах колхозлӑ пурнӑҫ малтанхи ҫулах Гремячий Лог хуторӗнче ҫав «канлӗ вӑхӑта» аркатса ячӗ. — Мӗн тӑратӑн ҫак эсӗ ? — терӗм эпӗ ҫилӗпе. Йывӑҫ тӑрӑх пӳрт тӑррине упӑте пек улӑхса ҫитрӗ, хыҫалалла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Кӗҫех тул ҫутӑлать, манӑн ирех хире каймалла… Ҫитменнине тата ялта та никам та ҫук: пурте ӗҫе кайса пӗтнӗ. Ушкӑнӗпех ҫунашка патне чупрӗҫ. Казаксен чапӗ нихӑҫан та ҫухалмӗ. — Мӗнле апла? Большевикла идейӑлӑх, тӗн ҫине килӗшӳсӗр пӑхасси ӑҫта? Мӗн тейӗн ҫав, Азамат? — Бурят, хушамачӗ — Шаракшанэ. Эпӗ ылханни мӗн иккенне пӗлместӗп. Йӑнӑш мар-с, преступлени-с. Сирӗн вырӑн полкра мар, ӑҫтине — эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Мӗн? Ӑна Григорий Гвоздев тесе чӗннӗ. Хӑйӗн экзаменӗсене парса пӗтерсен вӑл кайрӗ, тепӗр икӗ эрнерен вара эпӗ те ун хыҫҫӑн тухса кайрӑм. Вара пӗчӗк Джек, хӑйпе хӑй ҫав тери кӑмӑллӑскер, хӑйӗн тусӗ Геркулесӑн аллине ҫирӗппӗн тытса чӑмӑртарӗ. Халӑх чарӑнчӗ. — Каяр-ха Льгова, — терӗ мана пӗрреччен вулакансем паллакан Ермолай: — унта эпир темӗн чухлӗ кӑвакал тытса тултарӑпӑр. Тен, ку Заир хӑех? — Ҫав тери хӑратӑп, ҫав тери хӑратӑп!.. — Манӑн ангела чыс туса пуҫ тайма ыйтатпӑр, – терӗ Устенька, хӑнисене сӗтел хушшине ларма чӗнсе. Вӗсем иккӗшӗ те, ҫав тери хӗрсе калаҫнипе, палатӑна Мересьев кӗрсе тӑнине те сисмен. Жандармсем хӗҫӗсене тытса, алӑк патне хураллама тӑчӗҫ. Павка хӑй те сисмерӗ — хӗрача ыйтнине йӗрки-йӗркипе калама пуҫларӗ, каяссине те манса кайрӗ. Кӗтмен ҫӗртен ҫӑлӑннӑшӑн вӗсем питех те савӑнаҫҫӗ, ҫав хушӑрах ученый ҫухалнишӗн те хуйхӑраҫҫӗ. Анчах шкултан ямарӗҫ мана. Кӑнтӑр ҫитнӗ тӗлелле эпӗ кайӑк тытассине пӗтеретӗп, киле вӑрманпа та уйсемпе уттаратӑп, — мӑн ҫулпа ялсем витӗр каяс пулсан, арҫын та ачасемпе каччӑсем решеткесене туртса илеҫҫӗ, хатӗрсене ҫӗмӗрсе ватса тӑкаҫҫӗ, — ӑна эпӗ пӗрре курса пӑхнӑччӗ. Урайӗнче вараланчӑк кивӗ картсем, пушӑ виски кӗленчисем тата хура пуставран ҫӗленӗ икӗ маска выртаҫҫӗ, стенисене йӑлтах усал сӑмахсем ҫырса тултарнӑ, кӑмрӑкпа ӳкерчӗксем туса вараланӑ. — Ӑҫта вӑл халӗ? Унччен вӑл вилсе выртать. Варварӑшӑн пурте хӑйсене лайӑх мар пек туйрӗҫ. Вӑл самантлӑха чарӑнчӗ те ман енне ҫаврӑнчӗ. Калӑр ӑна, ан хӑратӑр вӑл: барин, тейӗр, пит те аванни, нихӑш енчен те усал тӑвас ҫук, тейӗр, тата лайӑхрах ӗнсерен пама ан манӑр! Унтан вӑл аллисене питӗ хытӑ чӑмӑрларӗ, вӗсене тути патне, ҫамки патне илсе пычӗ, унтан, пӳрнисене сарса, хӑлхи ҫине сапаланса аннӑ ҫӳҫ пайӑркисене сирсе ячӗ те, пуҫне хытӑ сулса илсе, кантӑка хупрӗ. Корытов, ним тума аптранӑ пек, аллисене айккинелле сарчӗ. Ялта вӑл хӑйне хӑй темскерле, гетман пек тыткалать. — Пирӗн заложник чӗререн юратакан ҫыннипе юлашки хут курса калаҫрӗ. Матроссем, капитан ҫу тӑкма хушасса кӗтсе, карап пуҫӗнче ҫу пичкисемпе юнашар тӑчӗҫ. Ку сасӑран ним савӑнмаллиех те ҫук-ха. Ухмахсем вара кирек хӑш хулара та ӑслисенчен чылай нумайрах. Пурнӑҫ вӑл, ывӑлӑм, пире никама та тӑван анне мар, пирӗншӗн вӑл — ҫиллес хуҫа майри ҫеҫ, ачам… Мур илесшӗ, хӑйӗн сӑнӗ пӑртак аптекӑри пӗчӗк кӗленче евӗрлӗрех те, пуҫ тӑрринчи пӗр пайӑрка ҫӳҫне автан тӗпекӗ пек кӑтралатса янӑ та, ӑна темле имҫампа сӗрсе ҫӳлелле тытать те, хӑй кӑна тем тума та пултаратӑп тесе шутлать. Эпир ӑна Ҫӗр ҫинчен мӗнле курма вӗреннӗ, кунтан та ҫавӑн пекех куратпӑр. Шӑматкун каҫхине Давыдов умӗнче Нагульнов райком ирӗк парсан Мартыновски станцине — Донра чи пирвай уҫнӑ МТСсенчен пӗрине вӑл епле ӗҫленине курма каясси ҫинчен каласан, Разметновӑн чӗри шар! ҫурӑлчӗ: «Пӗтрӗ Макар! Кун пек хатӗрленни ӑна пӑшӑрхантармарӗ — вӑл инкеке туймарӗ. Николай Петрович, килте ларакан ытти улпутсем пекех, эмеллес ӗҫпе аппаланнӑ, гомеопатиллӗ аптечка та ҫырӑнса илнӗ пулнӑ. Вӑл ҫавӑнтах Аринӑна чирлӗ ҫынна хӑй патне илсе пыма хушнӑ. — Лозневой ҫӗҫҫипе сулса илчӗ те сулахай питҫӑмартипе йӑл куланҫи пулчӗ. Пӗтӗмпех санӑн Раису. Эпӗ сана халех пырӑнтан ярса илетӗп… — Ҫӳҫентерет те. Бен Ганн ҫак решенишӗн темӗн пекех савӑнчӗ. Вӑл, халӗ ҫак ҫурхи хӗвеллӗ кун пек, ешӗл курӑксемпе тата ҫулҫӑсемпе витӗнсе капӑрланнӑ, хурӑнсен тата ылтӑн тӗслӗ турачӗсене сенкер пӗлӗтелле ҫӗкленӗ ҫамрӑк хырсен шӑршипе тулнӑ ҫӗр пек ҫуталса, ялкӑшса ҫеҫ ларнӑ, — ҫуркунне кӑҫал ир килнӗ, ӑшӑ пулнӑ, ҫӗмӗртсемпе сиреньсем чечек сарма та ӗлкӗрнӗ. Ку нихӑҫан ҫитмелле мар инҫе тата кирлӗ мар пек туйӑнать. Стаховсен дачинчен инҫетрех мар вӑл Берсенева тӗл пулчӗ. «Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ лекаре, — эсир хӑвӑрах каларӑр-ҫке вӑл пур пӗрех вилет, тесе, мӗне кирлӗ пулччӑр ӗнтӗ сирӗн им-ҫамӑрсем?» — терӗм. Григорий Александрович Бэлӑна пукане пек тумлантаратчӗ, лайӑх усратчӗ, ачашлатчӗ, ҫавӑнпа вӑл пирӗн патӑмӑрта ҫав тери чиперленсе ҫитнӗччӗ, тӗлӗнсех каймаллаччӗ; пичӗпе аллисем шуралчӗҫ, пит ҫӑмартисем хӗрелчӗҫ… Эпӗ, палаткӑна чупса кӗрсе: «Мӗскер эсир катемпи пек хытса тӑратӑр, мӗскер эсир ҫывӑрса выртатӑр, е эсир хамӑра ҫӗр патнелле илсе кайнине курмастӑр-и?» тесе кӑшкӑрса ярасран хама хам аран-аран кӑна тытса чаратӑп. — Йӑлӑхтарса ҫитертӗн! Ҫав подвала — хамӑр университетсенчен пӗрине — эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп. Телей ҫуккине пула ҫав кунхине те, тата тепӗр кунӗнче те каҫасси ҫинчен шухӑшласси пулмарӗ. Вӑл ҫурса таткаланӑ тӳшек ҫиттине пухса илчӗ те ещӗк ӑшне пӑрахрӗ, унтан вырӑнне васкасах тӳрлетрӗ. Гинка сасси вара пӗтӗм залра янраса кайрӗ: — Мӗн хӑраса тӑратӑр тата? Донья Исидора та кунта-и? Леона ҫумӗнче-и? Мӗнле тӗлӗнмелле ку! — Эп ялан ҫак вӑхӑталла килнине пӗлсех тӑрать вӗт-ха». Пӗр-ик секундӑран вӑл каллех кӑмӑллӑ пулса, анчах пӑртак тӗлӗнсерех чарӑнса тӑрать. — Пырать, Николай Антоныч халӗ ӗнтӗ профессор… Эхер те, тӗслӗхрен, субалтерн-офицер вӗренӳре такӑнчӗ, урине арпаштарчӗ пулсан:— Ӑт, тар-рхасшӑн, — кӑшкӑратчӗ хӑнӑхнӑ йӑлипе кӑшт тытӑнчӑклӑраххӑн. Ӑша сивӗтсе вӑркаттаракан ҫак вырӑнтан хӗл ҫывхарнине сиснӗ вӗҫен кайӑк та ӑшӑ еннелле вӗҫсе кайнӑ. Воропаевӑн пӗр ҫывӑх ҫын кӑна пур — вӑл эпӗ. Унтан вӗсем шыва кӗчӗҫ, Оля шыва кӗмелли костюмне хывса пӑрнӑ чух тата кӗписене тӑхӑннӑ вӑхӑтра Алексей ҫыранри йывӑҫ тӗмисем хушшине кайса ларчӗ. — Ну, ӗҫессӳ килет-и, ӗҫес килет-и сан? — хытах кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑлхасӑр чӗлхесӗр ҫынна кӑшкӑрнӑ пек, унтан сухалне ҫӗклесе, хӑй-пырне икӗ хутчен шаклаттарса кӑтартрӗ. Ҫав вӑхӑтрах ун хӑлхине тырӑ йышӑнаканӑн чарӑна пӗлмен хирӗнчӗклӗ сасси, таҫтан инҫетрен пек, илтӗнсе тӑнӑ: — Эсир ӗненес те ҫук, — тенӗ служащи, — пыра-киле асар-писер ӗҫсем пула пуҫларӗҫ! Хӑвна вилнӗ тесе шутланӑ ҫӗртен ҫӑлӑнса тухни, виле шӑтӑкӗ умӗнче тӑнӑ ҫӗртен хӑрушсӑрлӑха лекни, вилӗмрен тарса пурӑнма пуҫлани — Лантенак пек ҫынна та питӗ хумхантарнӑ. Чӗнмен хӑна тутартан та начартарах. Кайса курӑр-ха, ту ҫинче ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ, — тенӗ. Тытаканӑн телейӗ ҫук Пуҫсӑр юланута ӗнтӗ кашкӑрсемпе хӑлатсем хупӑрласа, ун хыҫҫӑн ҫӳренине кам та пулин курнӑ-ши? Ав, Миронов таврашсем мӗльюн тытаҫҫӗ ӗнтӗ. Пӗр уйӑх е уйӑх ҫурӑ иртсен, Крымра, нимӗҫ танкӗсем Керчрен капланса пынӑ чух тата Цимбал ҫапӑҫакан дивизири казаксем утлӑ ҫарпа танксем ҫине пыра-пыра тапӑннӑ чух, Воропаев салху та инкек тӳснӗ сӑнлӑ Цимбала тепӗр хут тӗл пулчӗ. — Эсир кашни хӗршӗнех ӑмсанмалла каччӑсем, ӗҫлессе те аван ӗҫлетӗр, эрех те ӗҫместӗр, — анчах хӗрсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмастӑр! Чылайтанпа ӑс-тӑнне сӑхлантарса тӑнӑ, юлашкинчен сахалах мар укҫа парса илнӗ сарӑ ҫурт патне ҫывхарса пынӑ май, ватӑ тупӑкҫӑ хӑйӗн чӗри савӑнманнине туйса илнӗ. Совет наукин ҫак чаплӑ ҫитӗнӗвӗ ҫинчен уйрӑммӑн каласа хӑварма та юрать. Атакӑсем пынӑ вӑхӑтсенче вӑл калама ҫук вӑйланса хӗрсе каять. — Прозоровсене астӑватӑр-и тата? — ыйтрӗ Егор. Ҫакна пӗлсе тӑр, эсӗ манран куласшан пулсан, эпӗ ҫав ултава чӑтса, тӳссе ирттереймӗп. Робеспьер сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ҫапла вара, Симурден гражданин, вӑл ҫын Вандейӑра. — Вӑл шыва кӗме, тесшӗнччӗ, анчах хӑй вӑл шыва кӗнине курнине пӗлтерес мар тесе, — уҫӑлса ҫӳреме-и? тесе хучӗ. Джемма тӗксӗмленчӗ. Илтрӗн-и, йытӑ ҫури? Пӗрех те иккӗленмелли ҫук пулас, — империалистла тискер кайӑксем ӑна часах хӑйсен аллине ҫавӑрса тытнӑ пулӗччӗҫ. — Тӑхтӑр-ха! Анчах эсир паянах тапранса тухассине чухласа илеймерӗм… Пӗлнӗ пулсан, ҫӗрлех вӑкӑрсемпе командировкӑна ӑсаннӑ пулӑттӑм… Кӑшкӑрнипе вӑл та вӑраннӑ пулас. Темӗн ан пултӑр тесе, Полли мӑнаккӑшӗ хӑйӗн куҫлӑхне ҫамкинчен те ҫӳлерех хӑпартса лартнӑ. Зеб Стумп вӑл ҫавӑн пек каланӑшӑн хӗпӗртенӗ. Эпӗ «Штурман азбукине» мӗнле туни ҫинчен каларӑм, унӑн дневникӗсене вуласси мӗнле ӗҫ иккенне каласа патӑм. Ман хыҫҫӑн!» (Дежурнӑй татах калаҫма чарӑнчӗ.) Ку ҫырура каланӑ тӑрӑх, хӗрачасене тетӗшӗ пурӑннӑ ҫурта тата виҫӗ пин доллар ылтӑн халлӗн памалла, пысӑк тупӑш кӳрекен тир-сӑран заводне, ытти ҫурчӗсемпе ҫӗрне (пӗтӗмпе ҫичӗ пин долларлӑх) тата виҫӗ пин доллар ылтӑнпа — Гарвипе Вильяма, кунсӑр пуҫне ҫырура ултӑ пин доллар нӳхрепе пытарнӑ тенӗ. — Авалхисем — темиҫе пин тенкӗ тӑраҫҫӗ, хӑвӑр пӗлетӗр… Анчах кӑнтӑрлахи шӑрӑх иртсе каҫ пулать, ҫӗрле пулать, вара тертленнӗ те ывӑннӑ ҫынсен тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрма лӑпкӑ кӗтессене тавӑрӑнас вӑхӑт та ҫитет… Апла пулин те, вӑл, американеца хуса ҫитсе, ӑна лешӗ кӗтнӗ ыйтӑва пачӗ. — Гаррис мистер, — терӗ вӑл, — эсир кӗҫӗр каҫхине Негоро ятлӑ португала тӗл пулман-и? Ытла пӑчӑччӗ мана, шухӑш ҫине шухӑш пуҫа ҫавӑрать. Е тата кирек мӗнле кулак ӗнине илер: колхозри дояркӑна вӑл нихҫан та хӑйӗн раскулачить тунӑ, юратнӑ хуҫа арӑмне панӑ чухлӗ сӗт памасть. Мана ят хуртарма Тубянские ҫӗклесе кайнӑ. «Айда, айда часрах!» Каштанка палламан ҫыннӑн тумтирне тата аттине шӑршласа пӑхнӑ, вӗсенчен лаша шӑрши хытӑ ҫапнине туйса илнӗ. Ҫӳҫӗ вӑрӑм пулнӑран, мӑйӗнчен тата уҫӑларах тӑракан тӗксӗм ӳтлӗ кӑкӑрӗнчен вӑл ку ҫын хӗрарӑм иккенне палласа илчӗ. Вӑл Исидорӑн чӗлхине, хӑйӗн тӑван чӗлхине пӗлнӗпе пӗрех тенӗ пек, лайӑх пӗлнӗ. Пӗчӗк те шавлӑ кайӑксем пӗр-пӗр пысӑк ҫӑкӑр хыттине ҫиме тӑрӑшса ҫав тери ҫуйхашнине, пӗр-пӗринпе тӑрмашнине, унтан, чӳрече умне тасатсан, тополь туратти ҫинче канса ларнине, хӑйсене тасаткаланине, кайран, пӗр харӑс ҫӗкленсе, хӑйсен пӗчӗкҫӗ ӗҫӗсемпе таҫталла вӗҫсе кайнине пурте калама ҫук йӑпанса пӑхса ларчӗҫ. Пӗтӗмӗшле ҫӗкленӳ прислуга ҫине те куҫрӗ. Дуняша, сӗрӗм тивнӗ ҫын пек, алӑка вӗҫӗмсӗр шартлаттарса уҫса-хупса каялла та малалла чупкаласа ҫӳрерӗ. Петр вара виҫҫӗмӗш сехетре те гитарӑпа вальс-казак выляма тӑрӑшса пӑхрӗ. Хӗлӗхсем лӑпкӑ сывлӑшра хурлӑхлӑн та кӑмӑллӑн янӑрарӗҫ, анчах, пӗр ҫавӑрӑм сыпӑксӑр пуҫне, ҫутта тухнӑ камердинерӑн нимӗн те тухмарӗ; ҫутҫанталӑк ӑна ытти пултарулӑхсене паман пекех, музыка пултарулӑхне те паман. Аркадий тӗлӗнсе кайрӗ те, Катяна часах ӑнланмарӗ. Калугин хӑй килте, хӑрушлӑх ҫук ҫӗрте иккенне тӗлӗнмелле килленӳпе туйса илчӗ, каҫхи кӗпине тӑхӑнса ярса, вырӑнӗ ҫине выртса, ҫапӑҫу мӗнле-мӗнле пулса иртни ҫинчен Гальцина каласа та пачӗ ӗнтӗ вӑл, паллах, хӑйне ырламалларах каларӗ вӑл кӑна, каласа панӑ тӑрӑх, вӑл хӑй, Калугин, ӗҫчен те харсӑр офицер иккенни курӑнса тӑрать ӗнтӗ, ман шухӑшпа, кун пирки сӑмах хускатма та, асӑрхаттарма та кирлӗ мар пек, мӗншӗн тесен кӑна пурте пӗлсе тӑнӑ тата ун пирки иккӗленме вӗсен, ҫапӑҫура вилнӗ Праскухин ротмистрсӑр пуҫне ӗнтӗ, нимӗнле права та, сӑлтав та пулман. Праскухинӗ хӑй, Калугинпа алран-ал тытӑнса ҫӳреме тӳр килсен-тусан, хӑйне телейлӗ ҫын тесе шутланине пӑхмасӑр-тумасӑрах, ӗнер кӑна хӑйӗн тусне, Калугин питӗ лайӑх ҫын, анчах, ку хамӑр хушӑмӑрта пултӑр та-ха, бастионсене ҫӳреме сав тери юратмасть вара, тесе каласа панӑ. Сывлӑшра штыксем сулӑнни курӑнчӗ, вӗсем ӳкрӗҫ те, чеен кулнӑ пек, ялава хирӗҫ тӑсӑлса тӑчӗҫ. Унччен вилсе каймӗ. Анчах самолёт — вӑл ҫав тери лайӑх, маттур, вӑр-вар ҫаврӑнакан кайӑк! Кемерон Вӑтаҫӗр Африкӑн тӗттӗм кӗтесӗсенче ҫӳренӗ вӑхӑтра Стэнли, 1874 ҫулхи ноябрьте хӗвелтухӑҫ ҫыранри Багамонӑран тухса, 1870 ҫулхи августӑн 24-мӗшӗнче, пӗр ҫул та тӑхӑр уйӑхран, шатра эпидемийӗ хыҫҫӑн пушанса юлнӑ Уджиджирен иртнӗ. Унтан, аннеҫӗм, эп ӗҫ ҫине куҫатӑп. Ҫынсем чупса ҫитрӗҫ. Радуб ертсе пынипе ҫирӗм ҫын пӗр самантрах черетпе ҫӳлелле улӑхса кайрӗҫ те, чул ҫурт купалакансем ҫӳле кирпӗч улӑхтарнӑ чухнехи пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри чикмек тӑрӑх тӑрса, ҫурӑмӗсемпе пусма ҫумне таянчӗҫ. Ҫапла майпа йывӑҫ чикмек ҫинче ҫынсенчен чӗрӗ пусма пулса тӑчӗ. Купсисем мӗнлерех пулнӑ ун чухне, пулли мӗнле пулнӑ, пурте питӗ йӳнӗ тата! Акӑ эпӗ те… мӗне шантӑм-ха эпӗ, мӗн кӗтрӗм, мӗнле пуян малашлӑха ӗмӗтлентӗм-ха самантлӑха ҫеҫ курӑннӑ пирвайхи юрату мӗлкине ассӑн сывласа, хурлӑхлӑн ӑсатнӑ хыҫҫӑн? Троекуров хӑйӗн яланхи пек мӑнкӑмӑллӑхӗпех мухтаннӑ: эпӗ пӗтӗм кепӗрнипех хӑратса пӗтерме пултарнинчен тата ялӑмсенче питӗ лайӑх полици усранинчен килет — ҫак хурахсем мана тӗкӗнменни, тенӗ вӑл. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ехусемпе танлаштарсан, илемлӗ те апат нумай ыйтман ашаксем лӑпкӑ та ыр кӑмӑллӑ чӗрчунсем шутланаҫҫӗ. Юлашкинчен эпӗ Англи историнче иртнӗ ҫӗр ҫул хушшинче мӗн пулнисене кӗскен пӑхса тухса каласа патӑм. Халӗ ун ӳпкинче сывлӑш пулман, пӑр ҫинчи тепӗр шӑтӑкӗ те инҫере пулнӑ. Эпир, паллах ӗнтӗ, Джим изменник пуласси ҫинчен пӗр минут хушши те шухӑшламан, анчах уншӑн питӗ пӑшӑрхантӑмӑр. Утрӑмӑр эпир: Бирюк малта, эпӗ ун хыҫӗнчен пыратӑп. (Хресченсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те, пӗр сӑмах та шарламарӗҫ, хӗвеле хирӗҫ пӑхнӑ чухнехи пек куҫӗсене ҫеҫ хӗссе илчӗҫ те хӑвӑрттӑн сывлама тытӑнчӗҫ.) Палатӑна ҫырусем мӗн тери ытларах пынӑ, ҫавӑн чухлӗ вӑл хӑй пӗченнине ҫивӗчрех туйнӑ. Герой-танкист лейтенант Гвоздев аманнӑ хыҫҫӑн Мускавра выртнине пӗлсен, вӗсем унпа ҫырусем ҫӳретме шут тунӑ. Кун пек пурӑнма пултараймастӑп эпӗ, ман ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ: ав, председатель килет — Лушка каччи, теҫҫӗ. Кашни тӗл пулакан ҫынна вӑл тинкерсе пӑхать, молух йӑхӗсенчен тухнӑ ҫынсен пӗвӗ-сийӗ мӗнлине, вӗсен хӑш-пӗр уйрӑмлӑхӗсене хӑй ӑшӗнче асӑрхаса юлать, ҫапла вара пӗтӗмӗшпе илсен, унӑн кӑмӑлӗ те тулли. Молухсен арҫынӗсем ҫӳллӗ ҫынсем, сухалсӑр лаптак питҫӑмартийӗсем бронза тӗслӗ, вӑрӑм хура ҫӳҫлӗ пуҫӗсем пӗрре те пӗчӗккӗ мар. Вӗсем ҫул ҫыннисем ҫине шанмасӑр пӑхкалаҫҫӗ. Унтан васкамасӑр саланчӗҫ. Унтан ман ҫине пӑхса илчӗ, — ара эпӗ Нина Капитоновнӑпа пӗрле килнӗ-ҫке-ха, анчах часах пуҫне урӑх еннелле ҫавӑрчӗ. Мэри чарӑнчӗ. Икӗ ӳпке те суранлӑ, ыран санаторине каятӑп, окружком ярать. Лӑпкӑ, сӑпайлӑ шыв ҫийӗн вара шампӑртатни те кӑшкӑрашни, пӗрӗхтерни кӑна илтӗнсе тӑма пуҫларӗ. Хӗр, пуҫне ҫӗклесе, ун ҫине пӑхнӑ. Ах, ан хурлансам, Трилли, аннӳ сана мӗн кирлине пурне те туса парӗ. Хама ҫывӑхарах тӑракан ҫынсем, ман шутпа, аслӑ класран тухнӑ ҫынсем пек туйӑнчӗҫ. Самантлӑха пурте шӑпланчӗҫ. — Эпӗ ҫав ялта священник пулса ӗҫленӗччӗ. Эпир пӗр-пӗрин ҫине мӗнле куҫпа пӑхнисене эсир тӗплӗнтерех ӑнланса илсен, сире авантарах пулӗччӗ. Нихӑҫан та ҫакнашкал савӑнӑҫлӑ боксер пулман. Майданов Зинаидӑн чӗрине поэзи асамлӑхӗпе килентерме тӑрӑшать: вӑл, пур сочинительсем те тенӗ пекех самай сивӗ чунлӑскер, хӑй Зинаидӑна юратни ҫинчен тимлесех ӗнентерет, тен, ҫакна вӑл хӑй те ӗненет, ҫавӑнпа вӗҫӗ-хӗррисӗр юрату сӑввисем ҫырать, вӗсене сассине темле улӑштарса, чӑннипех хавхаланса вуласа парать. Акӑ халь ӗнтӗ пурте усал, ют ҫын ирӗкӗпе ишӗлме тытӑнчӗ. — Хӗвел курӑнми пулни-и? Сӑрт тӗлне ҫитсен Лося темӗнле пусман хӑйӑрпа купаланса витӗннӗ картлашкисем ҫине вырттарчӗ. Анчах ача ялти ҫара садӑн кантӑк умӗнчех кашлакан симӗс бук йывӑҫҫисен шавӗпе тата хавассӑн чӗвӗлтетекен кайӑксен сассипе пӗрле кантӑк витӗр кӗрекен хӗвел пайӑрки еннелле пуҫне пӑрмасть те. Поезд киличчен пӗрер сехет тӗлӗрсе илме пулать. Тӗрӗксем ӑна шыраса кунта килчӗҫ тесех шухӑшланӑччӗ-ха вӑл, тинех шӑпам вӗҫне тухрӑм иккен тенӗччӗ. Лешӗ йынӑшса ячӗ те, сасартӑк ӳпне ҫаврӑнса выртрӗ, ерипен те йывӑррӑн тӑватӑ уран тӑрса ҫӗкленчӗ. Нивушлӗ Казондере Дик вӗсене тӗл пулаймӗ? «Урра, тӑвансем, ҫӗнтерӳ!» — Эсир кунта ҫуралса ӳснӗ-и? — ыйтрӗ маркиз. Ҫӑмӑл ӑслӑ хӗрарӑм вырӑнӗнче шутланнӑ, тӗрлӗ савӑнусемшӗн каҫса кайнӑ, ташласса — кайса ӳкиччен ташланӑ. Кӑнтӑрлахи апат умӗн ҫурма ҫутӑ гостинӑйра йышӑннӑ ҫамрӑк ҫынсемпе ахӑлтатса шӳт тунӑ, каҫсерен — макӑрнӑ та турра кӗлтунӑ, ниҫта канӑҫ тупайман. Ҫынсен куҫӗ умӗнче, хампа пӗр енчи ҫынсем умӗнче тупа турӑм: чӗррӗн тыткӑна илместӗп, тӑшмана пӗтерсе пыратӑп, — тесе сӑмах патӑм. Тӗрӗс те пулӗ — ӑна аса илни пурпӗрех ман сывлӑха вӑй кӳмен пулӗччӗ. — Шатра питлӗ, куҫӗсем тӗрӗсех мар Демка Ушаков, пӗр вӑхӑтра юлташлӑх членӗ пулнӑскер, ура ҫине тӑчӗ. Король пӗр шуралса, пӗр хӗрелсе кайрӗ. Пӳлӗмре ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ, пурте король ҫине куҫӗсене чарсах пӑхаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем вунсакӑр уйӑх асапланса ирттернӗ, вӗсен чи кирлӗ япалисем те пулман, таса шыв курмасӑр вӗсем вӑйран кайса ӳкесрен ракушкӑсемпе тата пулӑсемпе тӑранкаласа кӑна пурӑннӑ. Корчагин кӗнӗ вӑхӑтра вӑл хӑйне хирӗҫ тӑракан ҫӳллӗ офицерпа калаҫатчӗ. Ҫакӑнти, ачаранпах хӑнӑхса ун ӑшӗнче ҫитӗнсе, тӑванланса ҫитнӗ тавралӑх ӑна хытӑ илӗртет. Унта-кунта ларса юлнӑ ҫатан картасем, тахҫан чӳрече умӗнче ларнӑ пилешсем халь ӗнтӗ шӑпӑр пек тӑрса юлнӑ. Калас пулать, ҫак сывлӑшри вӑрман ӑшӗнче вӗсене тӗл пуласси ҫине Паганелӗн манма та кирлӗ пулман. — Шӑлна шартах ҫырт! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Марина, алӑк патнелле утнӑ май. Эсир ман хуйхӑма, чӗрен вӑрттӑнлӑхне пӗлсе, хӑвӑр ҫывӑх ҫыннӑр асапӗнчен мӑшкӑлласа кулмалли япала туса хутӑр. Асту, япала илес-тӑвас тӗлӗшпе именсе, хыткукарланса ан тӑр. Эпӗ Касьян лаша патӗнче юлса мана кӗтет пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ, анчах вӑл сасартӑк ман патӑма пычӗ. — Тӗрӗс калаҫатӑр, — терӗ Паганель. Халӗ ӗнтӗ манӑн койотсем ҫӗнӗрен тапӑнсан мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлас пулать. Ҫулталӑкӑн тинӗ вӑхӑчӗ пулсан та, пулӑхлӑ ҫӗре аслатиллӗ ҫумӑрсем сайра шӑварчӗҫ, пулсан та, йывӑҫсемпе тӗмсем куҫа янкӑр симӗс тӗспе илӗртеҫҫӗ. Халӗ шӑп сивчир тытакан хӗрӳллӗ вӑхӑт. — Сахал-им килте ӗҫ! — Ҫук, ку вӑл ман йӗр, — терӗ те старик, курӑк ҫине кӑтартрӗ, ун айӗнчен тискер кайӑкӑн кӑшт палӑракан йӗрӗ курӑнчӗ. Вӑйна кӑтартас пулать, вӑй ҫук пулсан — чеелӗхе; кам пӗчӗккӗ те вӑйсӑр, вӑл — рая та, тамӑка та юрамасть. Киввисем пӗтнӗ, анчах ҫӗннисем мӗн чухлӗ ҫуралнӑ — шучӗ те ҫук! Усал ҫын! — Куратӑр-и, мисс Луиза, картсене курсан, тата вӗсен хӑш-пӗр сӑмахӗсене Гальвей ҫынни мана каласа парсан, эпӗ ӑнланса илтӗм, вӑл ҫынсем — мексиканецсем, терӗм. 1917 ҫулта ССР Союзӗн халӑхӗсем бржуазине сирпӗтсе антарчӗҫ те, пролетариат диктатури туса хучӗҫ, Совет влаҫӗ туса хучӗҫ. Вӑл вырӑнӗнчен тӑчӗ, шлепкине хывса сӗтел ҫине хучӗ. Акӑ хайхи эпӗ Казбича палласа илтӗм, вӑл хӑй умне мӗн витнине ҫеҫ уйӑрса илейместӗп. — Тивӗҫсӗр ҫын кӗлтунине илтӗ-и турӑ? — Эсӗ, мучи, чарӑнатӑн-и паян? Каҫ пулса килчӗ. Енчен енне сулкаланкаласа, Куприяновна будка хыҫӗнчен пӗр тулли витре ҫӗр улми илсе килчӗ те, ҫаплах кулкаласа, килнӗ ҫынна хирӗҫ лутра пукан ҫине ларчӗ. Вӑл пӑшӑрханасси-тӑвасси пӗр самантрах иртрӗ, чунӗ те лӑпланчӗ, мӗншӗн тесен Томшӑн пурте пӗрех пулни ҫавӑнтах иртсе кайрӗ. Плугне эпӗ пӑртакҫех пӗлкелетӗп, анчах ӑна ӗҫе яма пултараймастӑп. Клеенкӑран тунӑ хура чӗрҫитти тата алса тӑхӑннӑ старик анчахрах пулса иртнӗ бомбежка хыҫҫӑн йывӑҫ турачӗсемпе ҫулҫӑсем тӑкӑнса тулнӑ тӗп аллейӑна шӑлать. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ҫутҫанталӑка мӗншӗн вуникӗ уйӑха пайланӑ? ҫакӑн сӑлтавӗ — Уйӑх. — Суеҫҫӗ вӗсем, ман ҫумра ним чиперри те ҫук». Вӑл хӑйӗн хуҫи хушсанах, е малалла кайма, е юлма хатӗр пулнӑ. — А мӗнле, Мэри, йывӑр мар-и ку ҫул? — ыйтрӗ Гленарван. Павел килте пӗчченех. Поль Феваль романӗсене сӗнсе:— Акӑ аван кӗнекесем, — тетчӗ, анчах эпӗ ӗнтӗ вӗсене хама хытаркаласа ҫеҫ вулаттӑм. Башня айӗнчи тӗттӗм пӳлӗмӗн чул урайӗнче хунар ҫунать; унтах пӗр курка шыв ларать, ҫӑкӑр чӗлли выртать. — Мӗншӗн тесен вӑл манӑн кӳршӗ тата эпӗ унран ырлӑхне те нумай курнӑ. Асаттен тӑван аппӑшӗ калатчӗ, тет, ун парнисене эпӗ ҫак тӗнчере темле ырлӑх сӗнсен те илес ҫук, тетчӗ, тет. «Тусла калам-ха эпӗ сире, Иван Иванович!» Карап кӑшт кӑнтӑрарах е кӑшт ҫурҫӗререх арканнӑ пулсан, вӗсем хула е ял, е плантаци тӗлне тухнӑ пулӗччӗҫ, вара Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем тахҫанах хӑрушсӑрлӑхраччӗ. Калӑпӑшӗпе вӑл пӗчӗккӗ, халсӑр, ҫавна пула унӑн ӗҫӗсем те шутсӑр начар. — Кайран каласа парӑп, ӗмпӗчи, — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Юлашкинчен ҫурта ҫиппи пӗр ҫур дюйм тӑршшӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ; унӑн начаркка ҫути пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ, тепре аннӑ, пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ, тепре аннӑ. Давыдов кустӑрма айӗнче мӑкӑрланакан тусан ҫине пӑхрӗ те, аллине шанӑҫсӑр сулса, колхоз правленине кайрӗ. Унӑн ҫав юрлӑ, хӑрушӑ пушӑ хиртех пӗтес пулать иккен, ниепле ҫӑлӑнмалли те ҫук. Ку вырӑссен халлапӗ, сӑмах ҫаврӑнӑшӗ пулас… Ҫапӑҫу пуҫлансан — юр ӑшне путса ларӑпӑр тата. Кам кӑларса тӑратрӗ ҫак ыйтӑва? Пурте индеец питӗнчен шӑтарас пек пӑхса тӑраҫҫӗ, сӑмахӗсене илтиччен малтан ответне унӑн пичӗ ҫинче вуласа илесшӗн. Калӑн ҫав, антӑхса ҫӳрекен вӗҫен кайӑксен ушкӑнӗ пек, банда та таҫта вӗҫсе кайнӑ тейӗн. Вилнӗ амӑшӗ ун, ҫавӑн пек, куҫӗ пур ҫинчех, хыпашласа утатчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне пур ҫӗрте те ӗҫ чарӑнса ларчӗ. Каҫ ӑшӑ та ҫав тери лӑпкӑ, анчах хӑна пӳлӗмӗнчи пӑчӑ сывлӑш хыҫҫӑн Джеммӑна ытла та сулхӑн пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пуҫне хӑйӗн чӗнтӗр тутӑрӗпе витре. — Пултараймастӑп, тухтӑр, пултараймастӑп! Кӑвак сухаллӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, пачӑшкӑ евӗрлӗ Иван Морозов хулӑн сасӑпа:— Эпир эсӗ пирӗншӗн тӑрӑшнӑшӑн савӑнатпӑр. Эпир — кӑмӑллӑ, — терӗ. Тепӗр старик, Мамаев, хавассӑн кӑшкӑрчӗ: — Артамоновсем ҫынсемшӗн улпутсем пек тӑрӑшаҫҫӗ! Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, Джон Мангльспа Вильсон, палуба ҫинче юнашар тӑраканскерсем, темскер шавланине илтрӗҫ. Эх, кӑмрӑк та ҫав пирӗн… чӗрӗ, шуйттан илесшӗ! Вӗсен моторӗсем хулӑн сасӑпа кӗрлерӗҫ, анчах уйӑх ҫутипе тата шӑпчӑксен юррипе тулнӑ вӑрманта вӗсен сасси те май уйӑхӗнчи нӑрӑсем мирлӗн нӑрлатнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ. Унта ҫил варкӑшӗ те сисӗнмест. Кӑнтӑрлахи ӗнтӗркеттерекен шӑрӑха пула кайӑк юррисем те чарӑнса ларнӑ. Ҫутҫанталӑк тӗлӗрсе тӑнӑн туйӑнать, улатакка йывӑҫа такканӑ сасӑ ҫеҫ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе инҫетрен илтӗнсе килсе, ҫутҫанталӑк ыйӑхне пӑсать. Ҫав сасса пула вӑрманта тата шӑпрах туйӑнать, — ҫавӑнпа арҫын ача хӑйӗн ниҫта кайса кӗме ҫуккине тата хытӑрах туйса тӑчӗ. — Василиса инке! — кӑшкӑрса ячӗ Варя. — Палламалла мар, — тӳррипех каларӗ Костя, ним калама аптӑраса. — Кунта вара ак мӗнле килсе тухрӗ: манӑн пурлӑхӑм та нумай, унӑн платйи те аван, кимӗпе те пит чипер ярӑнтӑмӑр. Ӗнер каҫхине эсӗ пӗр хӗр тавра мӗнле кускаласа ҫӳренине куртӑм эпӗ. — Путсӗр! Сан аҫун кайса лармаллаччӗ тӗрмене, наркӑмӑш сутса пуйиччен, — тенӗ вӑл ӑна. Вара вӑл:— Ҫа-апла, Андрей Находка! Амӑшне вӑл хӑй ҫивӗч пулнипе тата ним тытӑнса тӑмасӑрах тӳррӗн те уҫҫӑн калаҫма пуҫланипе кӑмӑла кайрӗ. — Эпӗ пурне те пӗлетӗп. Эпир кунта икӗ эрне те пурӑнман-ха. Ме-ха, ачам, ӗлӗкхи пек хаҫатсем вуласа пар. Анчах ҫанталӑк халӗ Воропаева нимӗн чухлӗ те пӑлхатмарӗ. Мӗн кӑна вӑрламарӗҫ вӗсем пирӗнне — алӑ айне мӗн лекет, ҫавна ҫаклатса каяҫҫӗ! Ҫак сехетре Хохол лӑпкӑ пулни мана кӑмӑла каймарӗ, — вӑл хӑйне хӑй ҫак ухмахла ӗҫ хӑйне пӗртте тарӑхтарман пек тыткаларӗ. Магеллан экспедицийӗ хӑй ӗҫне ӑнӑҫлӑ туса ҫитерсен, вӗсене пысӑк услам курасси илӗртнӗ. Джиан Баттиста сасӑпах йӗрсе ячӗ. Анчах ҫак илемлӗ, хурарах сӑнлӑ, вӗҫес ӗҫре ҫӗнӗ ҫын пулман йӗкӗт пеккине Наумов — инструктор пулса ӗҫленӗ нумай ҫулсенче те нихҫан та курман. Мулат хӑй доллар илес ҫуккине ӑнланса илчӗ. Дама ӑна тинкерсе пӑхнӑ; Марья Ивановна та, ун ҫинелле пӑхса, ӑна ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех сӑнаса илме ӗлкернӗ. Тинех ӗнтӗ хамӑр чакса пынине ултӑ пин метр ҫӳлӗшӗнчен пӑхмастӑп эпӗ! Ҫӗр ӗҫлевҫӗсем уйра ӗҫлеҫҫӗ, ҫапла-и? Эпӗ Смоляк ҫинчен, леш, конюх ҫинчен калатӑп. Давыдова кӑмӑллӑ сӑмах калас тесе, вӑл ҫапла персе ячӗ: — Ну, ку питех тӗ аван. Эсӗ — йӗкӗчӗ аванскер, ҫавӑнпа ярса панӑ та ӗнтӗ сана. — Эпӗ вал ӗҫе Бинишӗн мар, урӑххишӗн турӑм. — Туршӑн та пӗлместӗп, Салли миссис. Анчах та вӑл шикленни кӑлӑхах пулнӑ: пӑтта пурте юратса ҫинӗ тата пикенсех мухтанӑ. Йывӑҫсемпе хупланнӑ ҫыран айлӑмӗнче вигвамсем вырнаҫнӑ, вӑл айлӑм темиҫе километра тӑсӑлакан хӑйӑр сӑрчӗсемпе ҫурҫӗр енчен картланса тӑнӑ. Унӑн чӗри хыттӑн тапма пуҫланине илтесси… Микулай мучишӗн пулсан, пурӗ пӗрех: эсӗ ҫӗрле кирек кампа аташ. Том асаплӑ минутсем тӳссе ирттерсе выртрӗ. — Верхавскипе Болотан батальонӗсем аслӑ ҫулсене йышӑнса илеҫҫӗ те нимӗҫсен колоннисене чарса тӑраҫҫӗ, эсӗ варринче, аслӑ ҫулсем хушшинче, акӑ ҫак тӗпексенче, вӑрман хӗрринче тӑратӑн… Санӑн, хӑвах куратӑн, задача ҫӑмӑлтарах. Ҫакӑн хыҫҫӑн калӑр ӗнтӗ чун ӳт-пӳрен килмест тесе. Контра иккен! Хӑватлӑ хулпуҫҫипе пӗрре ҫеҫ хыттӑн тӗртрӗ ӑна тухатмӑш — вӑл ҫӗре шаплатса та ӳкрӗ, — тухатмӑшӑн асамлӑ вӑйне парӑннӑ королева тухатмӑшпа пӗрле фактори картишне кӗчӗ. Том ирхине негр хӗрарӑмӗсем патне кайса кофейника сухан хурса яма пулчӗ. Попова кӳренмесӗр, йӑвашшӑн кулса илчӗ. Ман ҫине лайӑх пичке пысӑкӑш панулмисем пат та пат татӑлса ӳкрӗҫ; пӗр улми эпӗ пӗшкӗннӗ хушӑра мана ҫурӑмран шаплаттарчӗ, эпӗ ура ҫинче тытӑнса тӑраймарӑм, ҫӗр ҫине ӳпне сарӑлса выртрӑм. Акӑ вӑл, гимнази пӗтерет те Мускава университета каять. Салтаксемпе офицерсем пӗр-пӗрне шыраҫҫӗ. Вӑрҫа-вӑрҫа шинельне хывса печӗ, шӑлӗсемпе ҫав шӑмӑсене кышласа сӳтме тытӑнчӗ. Больницара чӗн-чӗн курнине эпӗ пит хӑрушӑ, усал тӗлӗк пек астӑватӑп: чӗтренсе тӑракан пуша сывлӑшра кӑвак та шурӑ кӗлеткесем суккӑрла йӑшӑлтатаҫҫӗ, харкашаҫҫӗ, йынӑшаҫҫӗ, вӗсем вилӗ ҫын тумтирӗсемпе; пӗр вӑрӑм ҫын хулхушшисене чикнӗ туясем ҫине тайӑнса сӗнкӗлтетет, куҫхаршийӗсем унӑн уссисем евӗрлӗ, вӑл пысӑк хура сухалне чӗтретсе, шӑхӑра-шӑхӑра илсе мӗкӗрет: — Преосвященный патне пӗлтеретӗп! — тет. Ҫутӑлнӑ иккен. Пӗлӗт тӗксӗм-ха, анчах ҫумӑр ҫумасть ӗнтӗ. — Кунти хваттер сирӗн ҫинчех юлать тейӗпӗр, ун вырӑнне унта пурте йӳнӗ: сӑмахран, иксӗмӗр пӗрле апатланма та пултаратпӑр. — Аван… Тӗрӗссипе илсен, кунта пӗр-пӗринпе тавлашакан ехусем хӑйсем тавлашакан чулсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫухатмаҫҫӗ. Тӗлӗнсе каймалла йывӑҫ! Эпӗ атӑ-пушмак таврашне тасатма тытӑнтӑм, алла пӗр пушмакӗ ӑшне чиксенех пӳрнене майра йӗппи тӑрӑнса ларчӗ. Эпӗ — пӗлетӗп, вӗсен юнӗнчен нимӗн те пулмасть, вӑл усӑ памасть!.. — Вӑтӑр улттӑ, — терӗ Роберт. Хулари граждансене хӑйсен аллинчи мӗнпур хӗҫпӑшал таврашне 24 сехет хушшинче пире кӳрсе пама хушатӑп. — Кала-ха, — пуҫларӗ Аркадий кӑштах чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн: — сана ача чухне хӗсӗрленӗ-и? — Эй! эй! Ӗненетӗр-и эсир мана? е ҫук-и? Сӑмахсем туха-туха калаҫҫӗ, ӑсатса яракансене шӗвек пылчӑк лапкисемпе пере-пере хастаррӑн джигитовать тӑваҫҫӗ, — ҫаксенче пуринче те темле ҫӑмӑллӑх та савӑнӑҫ палӑрать. Тӑваттӑмӗш ҫул тарҫӑра ҫӳретӗп. «Святейший» инквизицин инквизиторӗсем, судьисем, пӗр айӑпсӑр ҫӗршер пин ҫынна вӗлерсе пӗтернӗ. Ухтищев Фома сассинче пысӑк пӑлхану илтӗннине туйнӑ, вӑл ун ҫине пӑхса илнӗ те, шухӑшлӑн:— Калас пулать, питӗ те тӗлӗнмелле ҫын эсир… — тесе хунӑ. Пирӗнни пек ҫул ҫӳремелли хатӗрсемпе эпӗ сире ним парсан та Анд тӑвӗсем урлӑ каҫмалли ҫӗртен илсе каймӑттӑм. Ҫын ҫине иртӗнсе пӑхас пулмасть, — тӗрмене хупни — сахал! Тата пӗр кларнет та шӑвӑҫ шӑнкӑравлӑ хӑнкӑрма — ҫаксем ӗнтӗ оркестр йышне ӳстереҫҫӗ. Асӑрха, асту!.. Тӳрех калассӑм пур, ҫӗнӗ Конституцин проекчӗ чӑнахах та рабочи класӑн диктатурине вӑйра хӑварать, ҫавӑн пекех ССР Союзӗнче Коммунистсен партин хальхи ертсе пыракан вырӑнне улӑштармасӑр хӑварать. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Эпӗ епископ, легат мар. Воропаева асӑрхасан, вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ, ӑна хӑй патне чӗнчӗ: — Халӑха епле вӗрилентерсе ячӗ вӑл! Хӗре ҫӗклесе тӑратрӗҫ те ҫӗклесепе пӗрех кӳме патне илсе тухрӗҫ. Халӗ эсӗ пире ачана мӗнле ят памаллине каласа пар. Эпӗ унӑн ҫывӑх юлташӗ пулнӑ, мана унӑн ырӑ чӗри нумай усӑ кӳнӗ, вӑл мана хӑй ӑсӗнчен мӗн пама пултарнине пӗтӗмпех панӑ, анчах хӑй вӑл, ывӑнса ҫитнӗ пулсан та, ҫавӑншӑн хӑйне ачашлама та, хӑй ҫине кӑмӑллӑн ҫаврӑнса пӑхма та ыйтман… Зинаида Демут гостиницинче вырнаҫнӑ. Кӗҫех цыгансен ушкӑнӗ пырса кӗчӗ, вӗсем тарӑхтармалла юрларӗҫ, ташларӗҫ, вӗсене хӑярсемпе, салфеткӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ, вара вӗсем куҫран ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне Степа хӗрарӑмсен шавлӑ эшкерне хӑваласа пычӗ; вӗсенчен пӗри, пӗчӗк, самӑр хӗрарӑм, хӗрлӗ платье тӑхӑннӑскер, Петр чӗркуҫҫийӗ ҫине ларса, унӑн тути патне шампански тултарнӑ бокал илсе пычӗ те хӑйӗн бокалӗпе янӑравлӑн шаклатса:— Митя сывлӑхӗшӗн ӗҫер, хӗрлӗ пуҫ! — терӗ. Ҫапла мар-и? Пирӗн бей ҫав ӗҫе тӗплӗн пӑхса тухнӑ пек туйӑнчӗ мана, вара хӑех тавҫӑрса илнӗ-ши е кам та пулин ӑна ӑс панӑ пуль, ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, жандарма персе амантнӑ пирки мана айӑпламалла мар тунӑ иккен. — Ванюш ҫилӗллӗн алӑк патне шӑвӑҫ витре ывӑтса ячӗ. — Мӗн калаҫатӑн-ха, Салли, епле асӑрхам мар-ха эпӗ ӑна? Ҫапла каласан, хӑрах куҫлӑ Иван Иванович ҫӳлелле пӑхрӗ, икӗ аллине пӗрле тытрӗ. Мӗскер хӑтланаҫҫӗ кунта! — Сан калаттарас килет-и, Морис? Эпӗ — вагонра. Унтан вӑл, аллисене ҫӗклесе, пӗтӗм пӗвӗпе пӗлӗтсен чуппине чарас пек ҫӳлелле карӑнчӗ, ун улӑпла пӗвӗ ҫӳллӗ пӗлӗтсем патне ҫитес пекех туйӑнчӗ. Вӑл пуҫтарӑнма тытӑнчӗ. Мана ӑна пӑхма килӗшет те, ҫав хушӑрах ман чӗреме таттисӗр хурлӑх хӗссе ыраттарать. Эсӗ шухӑшласа пӑх, ашак, сана мӗн чухлӗ параҫҫӗ! Лавккаран тин ҫеҫ пылпа премӗк илсе таврӑннӑ денщика чӗнчӗҫ. Ҫуркунне эпӗ ҫапах тухса тартӑм: ирпе чей ӗҫмешкӗн ҫӑкӑр илме лавкана карӑм, лавка хуҫи ман умра та арӑмӗпе вӑрҫма пӑрахмасӑр, ӑна ҫамкинчен кире пуканӗпе пачӗ, арӑмӗ урама чупса тухрӗ те унта тӑсӑлса ӳкрӗ, ҫавӑнтах ҫынсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, хӗрарӑма пролетка ҫине лартрӗҫ, ӑна больницӑна турттарса карӗҫ, эпӗ извозчик хыҫҫӑн чупрӑм, унтан хам сисмесӗрех, алла ҫирӗм пуслӑх укҫа тытнипех Атӑл хӗррине пырса тухрӑм. — Эпӗ Мускава каятӑп. Вӑл кӑп-кӑпӑш шур чечеклӗ катӑркас туратне хуҫса илчӗ те хӑй ҫӳҫӗ ӑшне тирсе лартрӗ. Сывах-и вара? Хӳрисем мӗншӗн ҫук, тетӗн-и? — О, ҫапла… кӑшт пысӑкрах… пӗр пилӗкҫӗр хут. Лар та ак ҫакӑнта стена чулӗ ҫине, каласа кӑтарт мана мӗн те пулин хӑв ҫинчен. Корчагин: Федор ӑҫтине пӗлмест-ши, тесе ыйтнине вӑл кӗскен тавӑрчӗ: — Ман мӗн сан Федору ҫине ҫеҫ пӑхса лармалла-им? — Ия, вӑл ҫаплах… Вӑл тӗрӗс. Анчах Павел хирӗҫ тӑчӗ: — Ҫук, анне, эпӗ хама валли тата тепӗр ӗҫ тупатӑп, — хӑма ҫуракан заводра хӑма купалакансем кирлӗ. Хӗрӗх ултӑ ҫул… Ачасем пекех хӗрсе пӑшӑрханакан сӑвӑсӗ те пӗрре унталла, тепре кунталла чупрӗ. Анчах Том ҫентерсе илес тесе шутланӑ май пӳрнисене сӑвӑс патнелле тӑсма пуҫласанах, кашни хутӗнчех Джо булавкийӗ сӑвӑс ҫулне вӑр-вар пӳле-пӳле лартрӗ, сӑвӑсе вара Джо ҫӗрӗ енчех тӑра-тӑра юлчӗ. Сире шуйттан ярса тытнӑ… вӑл сирӗн аллӑрти ӗҫе туртса илнӗ, ӗҫ вырӑнне машинӑсем тата депешсем панӑ… Мӑкӑртатуллӑн протестлесе, ӳпкелешсе калаҫнисем илтӗнсе кайнӑ. Унта сан адъютантсем, автомобильсем, телефонсем. Энтомолог ура ҫине ҫӗкленчӗ, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те аллисене тӑсса малалла ыткӑнчӗ… Вот ку тӗрӗс! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Ермаченко. Анчах ҫыран хӗррине тухмарӗ вӑл. — Чунӑмсем! Кӗмӗл пек пулӑ хупписем йӑлтӑртата-йӑлтӑртата ун ури ҫине вӗҫе-вӗҫе ӳкнине те курнӑ пек пултӑм эпӗ. Петр Николаевич Лебедев физик япала ҫине ӳкекен ҫуттӑн яланах пусӑм пуррине кӑтартса панӑ. — Ҫапла, мучи, ӗҫе пуҫласа ятӑмӑр та, халӗ ӗнтӗ килӗнтен те пӑрахса тар. Лайӑх хуҫан пурте вӑхӑтра пулса пымалла. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнни тата ытларах сисӗнме пуҫларӗ… Ҫапла, калаҫса татӑлтӑмӑр эппин: эсир ыран пирвайхи урок ирттеретӗр. — Каҫарма ыйтатӑп, сэр, — терӗ пиратсенчен пӗри, — эсир тӑтӑшах пирӗн йӑласене пӑсатӑр. Тырӑ вырса пуҫтарас ӗҫ хӗрсех пырать. Хырӑннӑ Яшӑна паллама та ҫук ӗнтӗ. Пуян! Ӑҫтан пӗлен, шанса тӑракан ача ҫав инкекрен ҫав териех сехӗрленсе тӑмасть пуль. Шуйттан курӑкне туртатӑн-и? Стайка аптраса тӑчӗ те Марийкӑна пулӑшма кайма хӑяймарӗ. — Нагульнов шутне айккинерех илсе хучӗ. Кӑмака ҫине улӑхнӑ чух, мӑръе алӑкне хӗрес хурса, йӳшкӗсене тачӑ хупнӑ-ши тесе хыпашласа пӑхатчӗ; аллисем хӑрӑмлансассӑн, пит хаяррӑн ятлаҫатчӗ те, хӑйне куҫа курӑнман вӑй ҫапса хуҫнӑ пек, темле тӑруках ҫывӑрса каятчӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчи юхан шыв ҫыранне, ҫилпе кашлакан хурӑнсене, пӗлӗтсене, хӗвелпе шыв хӗлхемӗсене курать, леш енчен, ав, шурӑ тумланнӑ такам ун еннелле алӑ сулать, чӗнет, йыхӑрать. Вӑл пӑхнӑран пуҫсен хумханакан тинӗсӗ шӑпланма пуҫларӗ. Тупнах пулӑттӑм ӑна. — Эпӗ сире яланах ӗненетӗп, — уҫҫӑн ответлерӗ Лена. Лам! Атьӑр кунта, ман пӳлӗме. Манӑн нимӗн те ҫук. — Ҫакӑн ҫинчен вӑл мана пӗтӗмпех каласа пӗлтерчӗ. Анчах вӑл каланӑ тӑрӑх, лав икӗ сехетре тухнӑ та хӗвел аниччен кунта ҫитмелле пулнӑ. Анчах, хӑйӗн сӑмси вырӑнӗнче пушӑ вырӑн кӑна пулнине астуса илсен, пӗҫертсе илнӗ пекех каялла сиксе ӳкрӗ, унӑн куҫӗнчен куҫҫуль юхса анчӗ. Денщиксем хушшинче пӗр лайӑх тумланнӑ негр, каялла-малалла мӑнаҫлӑн уткаласа ҫӳрекенскер, ӑраснах палӑрса тӑнӑ. Ку вара тупмалли юмах пек пулса тӑрать. «Ҫапли ҫапла кирлӗччӗ пуль те, апла пулмарӗ, тет, ҫав: ҫавӑнтанпа хуняма карчӑка канӑҫ памарӗ, тет, вӑл. Вӑл каллех шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ. Ӳсӗр-и? Ҫапла ҫав, вӑт мӗнле ҫын вӑл, манӑн Макарушка. — Пирӗн хӑлха патӗнче шпионсем тӑраҫҫӗ, — ун чухлӗ хута эпир килтен ҫынсенчен вӑрттӑн ҫӗклесе тухаймӑпӑр, — пытарма вырӑн ҫук, вӗсем кӗҫӗр ҫӗрле каллех килеҫҫӗ пуль, тесе шутлатӑп. Ун патне пынӑ чух эпӗ таса кӗпе тӑхӑнаттӑм, ҫӳҫе тураттӑм, — пур майпа та ырӑ сӑн-сӑпатлӑ пулма тӑрӑшаттӑм, — ҫавӑ мана мая килместчӗ те пулӗ, анчах та эпӗ пӗрмаях кӗтеттӗм: ман ырӑ сӑн-сӑпата курсан, вӑл ҫав хӑйӗн таса, яланах праҫник чухнехи пек сӑнӗ-пичӗпе кулассине пӑрахса, манпа простӑрах та туслӑрах калаҫма тытӑнӗ теттӗм. Хӗне! Ҫӑм чӑлха чикет вӑл, — кулса илчӗ Наташа. Чи ҫӳлти пусми ҫинче, чӳречене хирӗҫ, Радуб тӑрать, унӑн пуҫӗ шӑпах чӳрече янахӗ таран. Повӑр ӑна ӗнсинчен, пиҫиххийӗнчен ярса илчӗ, ҫӳлелле ҫӗклерӗ те: — Ҫапса лапчӑтам-и сана? — тесе лӑскама тапратрӗ. Эпир пурте, минутсеренех йӑнӑшатпӑр. Ҫав мӑнаҫланнӑ ҫынсем пурте ҫавӑн чухне мана витӗрех лайӑх ҫынсем пек туйӑнатчӗҫ; кашниех хӑйне майлӑ интереслӗччӗ, Кунавино слободинчи вӑрлама юратакан, кутӑн та ӗҫекен мещансенчен пурте ӑраснах уйрӑм тӑратчӗҫ. — Пит те лайӑх! — хаваслӑн сас пачӗ Геркулес. Ют патшалӑхсенче арҫын ачасем хӑш чухне акӑ мӗнле хӗн те асап курса пурӑнаҫҫӗ иккен! Вӑл, ытти мӗнпур кайӑк пек, ҫиле хирӗҫ мар, ҫиле май вӗҫрӗ, ҫавна пула унӑн тӗкӗсем арпашӑнса кайрӗҫ, вӑл чӑх пысӑкӑш пулса кӑпӑшланса ларчӗ, питӗ тарӑхнӑ пек курӑнчӗ. — Сывлӑх сунатӑп, хаклӑ Нина Капитоновна, — терӗм эпӗ. Анчах пултараймарӗ. Вӗсенчен хӑшпӗрисем, уйӑх ҫутипе ҫуталаканнисем, ылтӑн пек ялтӑрккан шуралса тӑчӗҫ, эрешлесе илемлетнӗ йӗрсемлӗ чӳречесемпе балконсем ҫав шурӑ тӗсре ҫуталнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; вӗсемех сулхӑнпа хупланнӑ ҫуртсем ҫинче уҫҫӑн палӑраҫҫӗ. — Кӳлес, — тенӗ Петӗр йӑл кулкаласа, часрах пӑтаран ҫӗлӗкне туртса антарнӑ та кӳлме чупса кайнӑ. Вӑл чӗркенӗ хута кӑтартса, пуҫ тӑррине ҫӗклерӗ. Анчах пуринчен ытла мана, хам асӑрханӑ тӑрӑх, вӗсем политикӑн ҫӗнӗ ыйтӑвӗсемпе питех те интересленни тӗлӗнтерсе ячӗ. Вӗсем ялан юлашки хыпарсем ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ, сехечӗ-сехечӗпе государство ӗҫӗсем пирки калаҫаҫҫӗ, партире пулнӑ ниме тӑман хирӗҫӳсем пирки урса кайса тавлашаҫҫӗ. Лука васкаса пӑшалне туртса кӑларчӗ, тӗллерӗ, анчах персе яма ӗлкӗреймерӗ; хир сысни чӑтлӑхра пытанчӗ. — Хӑнкӑласем ҫыртмаҫҫӗ-и сире? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Тепӗр чухне сасартӑк пӗр-ик кунлӑха ҫухалать; вӑл ҫуккине, паллах, никам та асӑрхамасть… Пулкалать вӑл, ҫын ыйхӑран вӑранать те ирӗксӗрех хӑйӗнчен хӑй шикленсе ыйтать: эпӗ вӑтӑрта ӗнтӗ… хӗрӗхре… аллӑра-и? Иртнӗ эрнере те пирӗн пата иккӗшне ертсе килнӗччӗ, — каласа хучӗ аптранӑ хуҫа арӑмӗ. Тӑшманӑн йывӑр утти айӗнче хӑйӑр ҫывӑхрах та ҫывӑхрах кӑчӑртатать. — Ну, унта мӗн тата? — ҫиленнӗ сасӑпа ответлерӗ ача, Лодыжкин патне ҫывхарса. — Пӗр орудийӗпе кӑна пеме май пур, — салхуллӑн ответлерӗ капитан. Эпӗ те сисеттӗм вырӑн маррине. Хӑвӑн айӑпна ҫынсем ҫине йӑвантарса тӑмалли ҫук! Артель уставӗ пур, унта мӗн ҫырнине ӑнланмасӑр ӗҫлеме эсӗ кӑкӑр ачи мар!.. Озеров именсерех чӗн пиҫҫихине тӳрлетрӗ. Саркайӑксем, вӗлтрен кайӑкӗсем, ылтӑн тӗклӗ кӑвакарчӑнсем, пакӑлти попугайсем тата ытти кайӑксем ҫыран тӑрӑхӗнчи йывӑҫсен хушшинче пинӗ-пинӗпе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Ун пеккисен — луччӗ ҫӑткӑм ҫук… — Айтӑр галерейӑна, унта эсӗ тепӗр хут паллаштарӑн, — терӗ пӗр хӗрарӑм (ман шутпа, вӑл Дмитрий амӑшӗ), вара эпир хӗрарӑмсемпе пӗрле пусма тӑрӑх хӑпартӑмӑр. Вӗлермелле-и ӑна? Кунта, ачам, урам, урамра ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ, урамра вӗсем сут тӑваҫҫӗ, е урам тӑрах хӑвӑрттӑн утса иртсе каяҫҫӗ те, унтан каллех килелле! Ҫук вӑл кунта! — терӗ вӑл, кӑмӑлсӑр пулса. Сунар йыттисем пӗрре вӑрман хӗрринчех хамлатса вӗреҫҫӗ, тепре майӗпен манран аяккалла каяҫҫӗ; мулкач курӑнмасть. Вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех пирӗн сӑран унта тӗслӗхшӗн ҫеҫ шутланнӑ, анчах унӑн спросӗ халь ӳксе пырать, паллах — хакӗ те ҫавах. Мана ачаранпах кам-кам кӳрентермен-ши! Мана хирӗҫ тем пысӑкӑш ирсӗр йытӑ тӑрать, эп юрласа пӗтерессе кӗтет пек. — Граф. — Графа-и? Якку кукки сӗтел патнелле пӗшкӗннӗ те, пуҫ тӳпи таранах хӗрелсе кайса, хӑйӗн пӗчӗк хӑлхийӗсем чӗтрене-чӗтрене илмеллех хӗрӳлленсе кайса малалла каларӗ: — Вӗсем, ачам, ухмах мар, тӗрес шухӑшлаҫҫӗ! Ман вырӑнта ларса курасчӗ сирӗн! Лось янах шӑммине ҫатӑрларӗ. — Сторож туслашнӑ тенине ӗненместӗп эпӗ. Ун чӗри шанӑҫпа тулчӗ. Ҫитесси темиҫе утӑм ҫеҫ юлнӑччӗ, сасартӑк хуралҫӑ, ун шухӑшне тавҫӑрнӑ евӗр, кӑшкӑрса ярса ун ҫулне пӳлме ыткӑнчӗ. Ҫынсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ун чухнех-ха эпӗ старик ӑна кӳрентернипе кӳрентерменнине Даша инке хӑй те тӗплӗн пӗлейменнине тавҫӑрса илтӗм. — Пӗтерер хӑвӑрттарах, — чӑтӑмсӑррӑн, хупӑ сасӑпа, шӑлне ҫыртса, каласа хучӗ Ромашов. — Ӗхӗ. Пӗр никамах та. Унӑн юр пек шап-шурӑ та ҫав тери илемлӗ парусӗсем хӗвел ҫинче куҫа шартарса йӑлтӑртатаҫҫӗ. Анчах ун ҫинчен ман умра пӗр усал сӑмах та ан кала. Кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, решени йышӑннӑ. Марина, ырӑ пулма тӑрӑшса, упӑшкин кӗпи-тумтирне пӗтӗмпех Андрее пачӗ. — Ну, апла пулсан, — терӗм эпӗ Ермолая, — кайса сӳс туп та кимме юса, анчах хӑвӑртрах ҫавӑрӑнкала. Апла-тӑк Доле ан кайӑр. — Разметнов куҫӗпе малти пӳлӗмелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Ҫапла пултӑр эппин, — терӗ вӑл, мана хулпуҫҫирен лӑпкаса. «Сире ырӑ, пан». Вӗсем карта ҫуначӗсем хушшинче ҫӳреҫҫӗ, эсир куратӑр, карта ҫуначӗсем сарлакан сарӑлса каяҫҫӗ, вӗсене прериелле инҫетех кӑларса янӑ. Ҫуркунне. Граф тухса кайма та ӗлкӗреймен-ха, ҫав таврари пуҫлӑх акӑ граф арӑмӗ патне пырать те хӑйпе пурӑнма килӗшме сӗнет, графиня ӑна тарӑхса хуса ярать. Тырӑ йышӑнакан хулпуҫҫийӗсене чӗтрентеркелесе, ҫурӑк сасӑпа хресченсем выҫӑ аптӑрани ҫинчен каласа панӑ, анчах Фома ӑна тӑнласах кайман, вӑл текех — е аялта пыракан ӗҫ ҫине, е ҫырма леш енчи чӑнкӑ та сарӑ хӑйӑрлӑ шырлан хӗррине, хырсем ешернӗ тӗлелле, пӑхнӑ! Ой, татӑкӑн-татӑкӑнах татӑлса пӗтесчӗ сирӗн… — Питӗ ҫӑмӑл, — терӗ Пагенель, — мӗншӗн тесен вӑл широта ҫинче ҫӗршывсем питех те сахал. — Ухмах тесен сана — кӳренсе кайӑн, ухмахлӑху вара санӑн темӗн чухлӗ, ӑссан та кӑларса пӗтерес ҫук! Тӗрӗс-и вара вӑл? Кам кунта десятник? — тесе ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен инҫех мар ӗҫлекен пӗр рабочирен. Климка ҫине икӗ пысӑк ҫутӑ куҫсем тӗллесе пӑхрӗҫ. Хулпуҫҫине хӗскелесе темӗн мӑкӑртатрӗ вӑл, пӗррехинче тата хыттӑнах:— Ав мӗнле! «Выртать». Таҫта малта Алексей командир самолёчӗн кӗске йӗрне курчӗ. Вӑл ӑшӑ та йывӑр тӑлӑп витӗннӗ, пӗтӗм кӗлетки чӗтрет ун, ӑшчикӗнче те ҫавнашкалах, урине шӑнӑр туртать… Пуҫӗ те шухӑшлама пӑрахнӑ. Ҫак шухӑш унӑн пуҫ мимине тӑрӑннӑ, кӑкӑрта ун пӗр кӑмӑл ҫирӗпленсе пынӑ, ку кӑмӑл — пӑтранчӑк кичем пурнӑҫпа, хреснашшӗпе, пӑрахутсемпе, тӗрлӗрен аскӑн ӗҫкӗ-ҫикӗсемпе — пуринпе те, хӑйне пурӑнма пӑчӑ тӑваканскерсемпе, тытакан ҫыхӑнӑва татасси. Анчах иккӗмӗш танкӗ, хыҫалтан пыраканни, тупӑ ӑҫтине асӑрхарӗ те пӗрре тӗллесе пенипех ӑна стройран кӑларчӗ. Тая, кӗтмен ҫӗртен панӑ ыйтупа аптӑранӑскер, ответне часах калаймарӗ. Ҫынсен хушшинче те вырӑн пулмасан, ун пек этемӗн ӑҫта вӑл килӗ? — ыйтнӑ Ежов. Пӑхсам ман шурӑ мӑй ҫине: ҫусан та тасалмасть ӗнтӗ вӑл! тасалмасть! Ху шеллетӗн-и? — Ҫак вӑхӑтра эсӗ ҫитӗнсе ҫитрӗн, хитре хӗр пулса тӑтӑн, факт! Ромашов вара ун ҫинче, куҫҫулӗн ӑшӑ тумламӗсемпе пӗрлех, ют тутасен сивӗ те ҫӑтлатса ҫыпӑҫакан сӗртӗнӗвне туйрӗ. Анчах ӑна пур пӗр йывӑр. — Ӑҫтан пуҫлӑпӑр, Сидорович? Эпӗ ӗнтӗ вӑл та ман пирки турӑ ҫынни пекех — кунашакал лайӑх ҫамрӑк ҫын ҫут тӗнчере урӑх ҫук, тесе шутлани ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑччӗ; анчах вӑл сасартӑк мана ҫапла каларӗ: — Мӗнех вара, сирӗн ӗҫер улпут ӗҫӗ. — Эсӗ хӑвах манӑн ачамсем сан ҫине тӳртӗн пӑхнине куртӑн; старик паян та сан ҫинчен — вӑл шпион, ӑна асаплантарса ҫакса вӗлермелле тесе хытӑ тӑчӗ; анчах эпӗ килӗшмерӗм, — терӗ вӑл шӑппӑн, Савельич тата тутар илтесрен. Эпир хамӑр тӗллӗн ҫеҫ аркатаймастпӑр Турцие, анчах пысӑк асап-тӗсепе чӑтнӑ май, пӗтӗм Болгари тӑрӑх юнлӑ ҫырмасем хывнипе хамӑра пӗтӗм тӗнче халӑхне хӗрхентерме пултаратпӑр… Лушка темиҫе ҫекунд тем шутласа тӑчӗ, унтан вара каялла чакрӗ те ҫынсем сиссе юличчен алӑкран кӗрсе кайрӗ, ӑна хупса хучӗ, шалтан ҫекӗлпе ҫаклатма хӑтланчӗ. Маша сӗтел ҫумӗнче ларать. Элен упӑшкине пырса уртӑнасшӑнччӗ, анчах ӑна майор чарчӗ. Ах, санӑн пӑшал пур-ҫке. Пуринчен ирсӗртереххи — служба чапӗшӗн ҫунни, пӗчӗк, хаяр, вӗчӗхле чапшӑн. Вӑл питӗ кӑмӑлласа, ҫӗрпе хӗвелӗн техӗмлӗ шӑрши кӗрекен икӗ хӑяр ҫисе ячӗ, ун хыҫҫӑн пӗр кружка чей ӗҫрӗ те сӗтел хушшинчен тухрӗ. Ун вырӑнӗ ҫав ҫӗр пушах выртнӑ, вӑл таҫта прерире е вӑрманта ҫывӑрнӑ, ӑҫтине ҫак ҫын ҫеҫ пӗлет. Ну, каласа пӗтеретӗн-и, Игнатий! Авӑ ӑҫта! Хӗвел тухсанах эпир тапранса кайрӑмӑр та кӑнтӑрла ҫитеспе хула хапхи патӗнчен икҫӗр ярдра чарӑнса тӑтӑмӑр. Анчах вӑл часах лӑпланнӑ пек пулчӗ, ҫиллине аран-аран шӑнарса вӑл ҫапла каласа хучӗ: — Нивушлӗ эсӗ, ылханлӑ европеец, Каи-Кумуна улталама шутлатӑн? Вӑл будкӑна ҫатӑрласа тытрӗ, тарӑхнипе шурса кайрӗ, анчах ҫав хушӑра унӑн уринчи аттине хывса илме те ӗлкӗрчӗҫ, таҫта хыҫалалла ывӑтса ячӗҫ. Чартковӑн чӗри пӳлӗмре ура сасси илтӗнми пуличченех хыттӑн тапрӗ. Амине кӳлленчӗк патӗнчен хӗссе кӑларма тӑрӑшса, вӑл сулахай енӗпе чупса пырать. — Сирӗн кантурта миҫе служащи? — ыйтрӗ кукша пуҫран совпроф председателӗ. Вилмелле пулсан, вилӗр: служба ӗҫӗ ҫавӑ!» — тесе кӑшкӑрчӗ Иван Кузмич. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл сахал мар ял, чиркӳ, мужик курнӑ, анчах хальхинче куҫ умне мӗн тӗл пулни ӑна пачах та пӑлхантармарӗ. — Ҫак ҫеҫ. Мӗн ку? Сулахай аллин шӗвӗр пӳрнине Соломон ӗнчӗ тӗслӗ ултӑ пайӑрка сирпӗнтерсе тӑракан вут евӗр хӗрлӗ астериксран тунӑ гемма тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ҫакӑ вӑл чире пула вӑхӑтлӑха килнӗ лӑпкӑлӑх ҫеҫ пулӗ тесе, Макҫӑм питех те шикленчӗ. Хӑвӑра ҫапла чӗннӗшӗн каҫарӑр эсир мана. Уҫӑп унпа пӑшӑлтаткаларӗ те, вӑл пире, выльӑх вити пекех тӗттӗм те лапра пӗчӗк пушӑ пӳлӗме ертсе карӗ. Ун ӑшӗнче темле куҫа ҫиекен йӳҫӗ шӑршӑсем кӗретчӗҫ, кӗтессенче пур ҫӗрте те этемшӗн тӑшманла ҫӑра тӗттӗм мӗлке пытанса тӑратчӗ. Тихон пурнӑҫ вӗҫленичченех калаҫма пултарнӑн туйӑнчӗ. Иван Иванычпа иксӗмӗр ҫапла Ванокан становищине вӗҫсе кайнӑччӗ те, унта окрисполком членӗ Ледков юлташ урине йывӑр амантнӑскер, выртатчӗ, ҫавах иккен вӑл. Пӑлхава ӑна идеалист тӑвать, унпа пӗрле пур кирлӗ мар ҫынсем, путсӗрсем, мӗнпур сволочь пырать, вӗсем ӑна пурте — тарӑхнипе тӑваҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурӑнӑҫра хӑйсене валли вырӑн ҫуккине кураҫҫӗ. Тоттӑ ҫав! Сасартӑках ут вити енчен, кӑнтӑрти каҫ шӑплӑхӗпе пӗрлешсе, хуллен-хуллен, илемлӗн кӗвӗленсе, шӑхличӗ сасси янӑраса кайрӗ. — Эсӗ ҫав. Вырӑнӗ те, вӑхӑчӗ те ҫук, тата, пӗлетӗн вӗт-ха, ҫимелли тӗлӗшӗнчен те — шиклӗ ӗҫ! Ҫакӑ ӗнтӗ, тӑванӑм, ҫынсен кӑмӑлӗнче те сисӗнет. Салтаксем ҫывӑхри пӗчӗк шурлӑхран котелоксемпе шыв йӑта-йӑта кӑвайтсене васкавлӑн сапа-сапа сӳнтерчӗҫ. Паллашар-ха эппин. — Пӗр оҫмушка. Самуил кӗпе ҫухине кӑрт туртрӗ, ӑна вӑл пӑвса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫамрӑк хуҫа малтан эпӗ мӗн тунине тинкерсе асӑрхаса пычӗ; анчах хутсем тӑрӑх юлашки икӗ ҫул хушшинче хресченсен йышӗ нумайланни, вӗсен чӑххи-чепписем тата килти выльӑхӗсем сахалланни палӑрсассӑнах, Иван Петровичӑн, кӑна пӗлнипе, кӑмӑлӗ тулчӗ те урӑх вара вӑл мана итлемерӗ; эпӗ хутсем тӑрӑх шыра-шыра тата тӗплӗ ыйта-ыйта ултавҫӑ старостӑна чӑлхантарса ҫитерсе чӗнми тунӑ ҫӗре, Иван Петрович, мана тарӑхтарма тенӗ пекех, хӑйӗн пуканӗ ҫинче харлаттарса ҫывӑрса кайрӗ. Малтанах пирӗн пӗчӗкҫеҫҫӗ кимӗ ҫине ҫав тери нумай тиени ҫинчен каламалла. Халӗ те Осадчин тимӗрле янкӑс команди вунулттӑмӗш ротӑра та янках илтӗнчӗ: — Рота, на пле-чо! Нимпе сирсе яма ҫук ыйхӑ йӗкӗт куҫне хупма пуҫларӗ; ывӑнса ҫитнӗ шӑмшака ҫав тери канлӗ пек, халь-халь ним пӗлми пулса тӗлӗрес килмелле; пуҫ усӑнать… Эп сана управляющи тӑвӑп… Ӑна ӗнтӗ ун ҫинчен каласа панӑ пулнӑ. «Юрать-ха, Татаринов капитан таврӑнмарӗ. Игнат, ҫӳҫне именерех шӑлса якатса, хуллен кӑна:— Ҫук, — тӑкса ятӑм эпӗ ӑна… — тесе пӗлтерчӗ. — Мӗншӗн? — чӗрӗлсе кайса ыйтнӑ Любовь. — Мӗнех-ха вара? — Эсӗ пирӗн государь мар, — терӗ Иван Игнатьич, хӑй капитанӗн сӑмаххисене асра тытса, — эсӗ, дядюшка, вӑрӑ тата самозванец! Вӗсен хыҫӗнче — коммунистсен батальонӗн шӑп тӑракан ӗречӗсем. Виҫҫӗр штык. Федор паллӑ пачӗ. — Кайма вӑхӑт. Тимур пуҫне ҫӗклерӗ. — А халӗ, тусӑмсем, — терӗ Гленарван, — ӗҫе ҫӗнӗрен пикенӗпӗр. Кунта пысӑк инкек курни ҫинчен каланӑ. Ҫав темиҫе ҫыннӑн пурӑнӑҫне ҫӑласси пиртен килет. Эпӗ вӗсем патне васкаса пытӑм. — Ах, Козельцов ыйтсаччӗ вӗт-ха — терӗ ҫамрӑк офицер: — вӑратас пулать ӑна. Ерошка мучи, малта пыраканскер, тискер кайӑксен йӗкӗр йӗрӗ пулнӑ кашни лачака тӗлӗнче чарӑнчӗ те, тимлӗн тишкерсе, вӗсене Оленина кӑтартрӗ. — Вырт та ҫывӑр! Ку — вӗсен пуҫлӑхӗ пулас, кунта тӑрса юлни ӑна килӗшмест. Окраинӑсенче восстани пуҫарса яма хатӗр тӑнӑ. Икӗ кун хушши вӗсем вӑрттӑн пӑшӑлтатрӗҫ, таҫта кайса ҫӳрерӗҫ, вӗсем патне те хӑнасем килетчӗҫ те тем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа паратчӗҫ. — Подполковник господин, чӑннипех те… — А эсӗ ан вӗткелен… Ман патра вӑл вӑкӑрсем хӑвалать, хӑй манран ялан эсӗ, Давыдов, хӑҫан килес пирки ыйтать. Ҫак ҫынсем, айвансем, телейсӗр ҫынсем… Сӑмах чӗнмерӗ. Тӳсме пултаратчӗҫ-и вара ҫак ҫула манӑн телейсӗр, чирлӗ-чӗрлӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, кирлӗ-кирлӗ мар чыхса тултарнӑ, «хуртланса» пӗтнӗ юлташӑмсем? Устинович та Игнатьева пекех каларӗ: — Пирӗн задача, Серёжа, хамӑрӑн идейӑсене, хамӑрӑн лозунгсене кашни ҫынна тӗплен ӑнлантарса парасси. Асту, Юлай, вирлӗрех ӑна! Софья пианино умне ларчӗ те темле салхуллӑ кӗвӗ калама тытӑнчӗ. Мӗншӗн вӗлерчӗҫ вара? Пӗр енчен ҫеҫ начар: кашни утӑмрах ылханлӑ австрияксем! — эх, ҫав австрияксем мана! Пӗр сӑртлӑ сӑмсахран вӗсене ҫилпе канӑҫсӑр хумханакан тӗттӗм шыв кукӑрӗ шалалла кӗнӗн курӑннӑ. Пуласси мӗнле вара?» текен шухӑш вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче. — Санӑн хӑҫан та пулин лӑплантарасчӗ мана! Апатланмалли сӗтел ҫине ӑшаланӑ кӑркка аҫи е пӑлан ашӗ тухса ларсанах, Зеб Стумп ҫинчен сӑмах тапратса яраҫҫӗ. Вучахсен ҫывӑхнех тӑсӑлса выртнӑ маориецсем хӑйсен патӗнченех пӗр сассӑр шӑвӑнса иртекен икӗ таркӑна асӑрхаймарӑҫ те. Рыбинӑн пурӗ те пӗр квартал ҫеҫ каймалла пулать. Эсир вара халӗ пурин пирки те пӗр сӑмахра-и? Таҫта коридорта сехет вунпӗр ҫапрӗ. Ҫар вӑл Степан Разин вӑхӑтӗнче те, Пугачев чухне те халӑха хӗненӗ. Вара урса ҫитнӗ петлюровец Павела хытӑ чышса ярса ҫӗре ӳкерчӗ. Анчах капла пулнипе те пӑшала туртса илесси пулмарӗ. — Ҫуркунне килет, — тепӗр хут каланӑ Медынская, хӑйӗн сассине хӑй тинкерсе итленӗ пек. «Мӗн тумалла-ха вара ман?» Калиныч калаҫма, сӳтсе явма юратмасть, мӗн каланине пурне те ҫаплипех ӗненет; — О, ҫук, мисс Мэри, — тесе пӳлсе хучӗ хӗрачана Джон Мангльс. Ну, ачасем, пӗтрӗ-и? Ӑна, ҫӳҫенчӗклӗ туйӑмӑн сехре хӑппи ҫавӑрса илсе, хӑратса пӑрахнӑ; йӗкӗт шартах сиксе, хӑвӑрттӑн йӗри-тавралла пӑхса илнӗ. Ӗнтӗ каҫ пулса килет. Лаша айӗнче ҫуралнӑ та лаша ҫинче ӳснӗ, тенӗн ҫав! Юратмастӑп ҫав нӗрсӗр хаваслӑхпа хутӑш сентименталлӑ сценӑсене! — Калаҫмастӑп. Ҫав ҫӗнӗ вӑй мана кукаҫей усаллӑн мӑшкӑласа кулнине лӑпкӑн, ҫиленмесӗр итлесе тӑма май парать; ҫавна кура кукаҫей кулмасӑр тӑнлӑн сӑмахлама тытӑнатчӗ: — Пӑрах пустуй ӗҫсене, пӑрах! — Ҫав ӑвӑс манӑн ача чухнехи пурӑнӑҫа асилтерет, — пуҫларӗ Базаров: — вӑл кирпӗч сарайӗнчен юлнӑ шӑтӑк хӗрринче ӳсет. Кӑкӑр кӗсйинче, чӑкӑртатакан хутпа чӗркенӗ, хутне эпӗ Даша инкерен ыйтса илтӗм, Татаринов капитанӑн ҫырӑвӗ выртать. Кун юлашкине канса ирттермелле турӗҫ. Утиял витӗрех илтӗнет. Ҫул ҫинче ыйткалакансене парса пыракан Василий пичев патаккине ҫаклатасси пирки Филипа ӑс вӗрентсе калать, пурне те туса ҫитерсен тата Филипп, тилхеписене пуҫтарса, ларкӑч ҫине ларма тытӑнсан тин кӗсйинчен тем кӑларма пуҫлать. Ӑҫта тӑратпӑр? — тесе шӑппӑн калатӑп эпӗ. Пурте тухса кайса пӗтсен, вӑл Павелран:— Павлуша, эсӗ социалист-и вара? — тесе ыйтрӗ. Ӑна аслӑ титул параҫҫӗ. Пыла хавасланса кӗтсе илчӗҫ, анчах вӑл нумаях мар ҫав. Пурте выҫӑпа касӑхнӑ. Вӗсем ҫавӑн чух, июнӗн 12-мӗшӗнче, ҫырана тухсан, ҫӗр кавирне витӗннӗ пек саранчапа витӗннине курчӗҫ. Манӑн куҫ-пуҫӑм тӗтреленсе кайрӗ эпӗ вара хамӑн чӗре вӑйлӑн та вӑраххӑн тапнине илтрӗм. Вӑл силлесе вӑратнӑ пекех, хӑйӗн шухӑшӗсене сирсе ячӗ те, чӗри усала сиснипе кӑмӑлсӑрланса, шӑппӑн мӑкӑртатса илчӗ:— Вӑл чӑнах та ҫемҫе кӑмӑллӑ иккен, — терӗ. Пӑхӑсӑн, леш, хайхи, машина тени — шуйттан капкӑнӗ иккен! Мана пит аван пӗлекен мӗскӗн пахчаҫӑ хӑрасах ӳкрӗ. Чӑнах та ҫапла-и? Тытӑннӑ вара варалама. Хӗрарӑмсемсӗр пуҫне урӑх ниме те пӗлмест… Пурӑнӑҫ кутӑнла хӑтланса нимне уямасӑр манӑн чунӑмри хӑйӗн чи лайӑх ҫырӑвӗсенех шӑлса пыратчӗ, тӑрӑхласа кулнӑ пекле, ун вырӑнне темле кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр тӑратса хӑваратчӗ, — эпӗ пурӑнӑҫӑн пусмӑрлӑхне хирӗҫ ҫиленсех пит хытӑ тӑраттӑм, эпӗ ыттисем ишнӗ шыв тӑрӑхах ишсе пыраттӑм, анчах маншӑн шывӗ сивӗрехчӗ, вӑл мана, ыттисене ҫӗкленӗ пек, ҫӑмӑллӑнах ҫӗклесе тӑмастчӗ, — хӑш-хӑш чухне мана хам пӗр-пӗр тарӑн ҫӗрелле путса пынӑ пек туйӑнатчӗ. — Тата кӑштах ҫеҫ, вара ҫак ҫын мана халиччен чӑтнӑ виҫерен кӑларса ярать, — терӗ вӑл. Июлӗн 9-мӗшӗнче хастарлӑ Дик Сэнд ҫӗнӗ тӗрӗслеве лекрӗ. — Пӑх-ха ӗнтӗ, эсӗ тата «вилетӗп» тесе калатӑн. Унтан пушшех хытӑ макӑрса ячӗ те ҫапла каларӗ: — Ах, туршӑн та! Жихарев темле ӑнланмалла мар хӑпартланса кайса, пӗтӗмпех турткаланса тӑрать — унӑн тӗлӗнмелле куҫхаршийӗсем ҫамки тӑрӑх пӗрре ҫӳлелле те тепре аялалла куҫса ҫӳреҫҫӗ, унӑн сасси пӗте-пӗте ларать, пӳрнисем куҫа курӑнман кӗсле калаҫҫӗ. Вӑл пакета уҫрӗ, вуласа тухрӗ. Эпӗ карчӑк ыйтӑвне хампа пӗрле илсе кайрӑм та сӗм-ҫӗрлечченех унпа аппаланса лартӑм. — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр эсир кунта? — юри хыттӑн ыйтрӗ Луиза. Вӗсем темӗн павраҫҫӗ тата кулаҫҫӗ, анчах вӗсем манран пӗр мильре тӑнипе, эпӗ пӗр сӑмахне те илтеймерӗм. Ил мана, каччӑ, хӗр чысӗ хуть ҫав йытта ан лектӗр. Ганс руль те туса лартнӑ, сулла ӑҫталла ярас тетӗн, унталла яма та май пур. Пӗрре эпӗ, шухӑша кайнипе, нимне курмасӑр, тарӑн шӑтӑк ӑшнелле кӗрсе ӳкрӗм, турат ҫине ӳкнипе хам аяка ҫурса пӑрахрӑм, ӗнсе ҫинчи ӳт-тир татӑлса карӗ. Амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене итлеме юратать, ку сӑмахсене вӑл хӑйне май ӑнланса ҫапла шухӑшлать: халӑхӑн чи хаяр та ӑна час-часах улталакан тӑшманӗсем вӗсем — пӗчӗк ҫеҫ мӑн хырӑмлӑ, хӗрлӗ ӳтлӗ, намӑссӑр та ҫӑткӑн, чее те хытӑ чӗреллӗ ҫынсем пулаҫҫӗ-мӗн. Хӗвел системи те грексем шухӑшланӑ тӗнче пысӑкӑшӗнчен пин хут пысӑкрах. Эсир тӳрем сӑртлӑх енчен тапӑнма майсӑр тесе шутларӑр: тӑшмана ку енчен ҫавӑрса илсе хупӑрласа тӑнипе те ҫитет терӗр, башньӑна тапӑнма хатӗрлентӗр. — Санран ыйтса та тӑмаҫҫӗ. — Пичетлесе кӑларасси вӑл пысӑк ӗҫ мар, анчах сире унран ним усси те пулас ҫук. Пӗвӗпе ултӑ футран та ҫӳллӗ, вӑйлӑ негр лебедка вырӑнне ӗҫлеме пултарать. Хут хурса тултарнӑ сӗтел хушшинче икӗ ҫын лараҫҫӗ: хаяр та сивӗ сӑн-питлӗ ватӑрах генерал тата ҫамрӑкскер пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулхи, хитре сӑн сӑпатлӑ, ҫӑмӑл шӑмшаклӑ гварди капитанӗ. Кантӑк умӗнчи уйрӑм сӗтел хушшинче хӑлхи хыҫне хур шӑмми хӗстернӗ, эпӗ мӗн каланине ҫырма хатӗр секретарь хут ҫинелле пӗшкӗнсе ларать. Кондуктор, эхер те вӑл пач айван пулмасан, пӗрер ҫултан питех те лайӑх хуҫаланма вӗренсе ҫитет, тата тивӗҫлӗхсӗр те мар. Вӗсем хӑйсем хывнӑ такӑр ҫулпа пӗрин хыҫҫӑн тепри васкаҫҫӗ: хӑшпӗрисем мӗн те пулин йӑтнӑ, теприсем пушӑлла пыраҫҫӗ. Начар работник эсӗ, Макар! — Любишкин пуҫне пӑркаласа илчӗ. Эпӗ сире ҫӑлӑнӑҫ паратӑп. Вӑл пит ултавлӑ япала. Пӗр вӑхӑтрах тата ватӑ Пойндекстер йынӑшса илни илтӗнсе каять, вӑл ӗнтӗ хӑйӗн ывӑлӗ ҫукки пирки урӑх иккӗленмест. Мӗншӗн тесен Союзлӑ республикӑсене ССР Союзӗнчен тухма ирӗк хӑваратпӑр пулсан, ҫав Союзлӑ пулнӑ республикӑн ССР Союзӗнчен тухасси ҫинчен ыйту лартма логика енчен те, пурнӑҫ енчен те майӗ пулмалла. Унашкал ыйтӑва, калӑпӑр, мӗнле те пулин ют патшалӑхпа чикӗленсе тӑракан, апла пулсан, ССР Союзӗн территорипе йӗри-таврах хупӑрланман республика анчах лартма пултарать. Вӑл, сӑнӗнчен пӑхсан чи тӗрекли пек туйӑнаканскер, пиртен пуринчен те вӑйсӑртараххи пулчӗ. — Анчах часах акӑ чупса ывӑнӗ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Луша, — малтанлӑха пурте ҫапла тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем… Ҫӑхан тупаймӗ сирӗн вырӑнӑра!» Питӗ лайӑх, питӗ аван!» — Ҫакӑн пек тӑман вӑхӑтӗнче-и?.. Мӗн пулнӑ ӑна? Унӑн вӗсенчен уйрӑлас килмест, вӗсене хӑй патӗнчен илсе кайнишӗн кӳренет. Халӗ туртса карӑнтарӑр! Канӑҫсӑр та вичкӗн ӑсӗпе Соломон туррӑн хай ҫулӗ ҫинче чи малтан, чи пуҫламӑшӗнче, мӗнпур япалана тӑвиччен те ҫӗр чӑмӑрӗнче пурнӑҫ пуҫласа яриччен пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхӗшӗн, вӑл тӗпсӗрлӗх пичӗ тӑрӑх ҫаврака йӗр чӗрсе тухнӑ чух ун ҫумӗнче калама ҫук ӑста ӳкерекенҫӗ пулнӑ аслӑ ӑслӑлӑхшӑн ҫуннӑ. Эпӗ кунта хама кӑмӑла кайнӑ е суту-илӳ тума тухӑҫлӑ пирки мар, урӑх сӑлтавсемпе пурӑнатӑп. Ҫаврӑнакан пӗтӗркӗҫ ҫине хут татӑкӗ хур — вӑл самантрах пӗтӗркӗҫ ҫинчен вӗҫсе анать. — Санпа. Ан пӗтер! Володьӑн йыттисем тӳрӗ ҫулпа чӑнах та лайӑх пыраҫҫӗ иккен. Эс мӗн, хӑлхасӑрскер, шуйттан мар пуль-ҫке? Эпир хӑяккӑн кайрӑмӑр, урӑхла каласан кӑштах тайӑлтӑмӑр та, ҫаврӑнса, хамӑр ҫул курсне ӳкрӗмӗр. Таҫта аслати сасси кӗрлерӗ. — Ҫапах та — мӗнле? Тӗрӗссипе кала… — Эсӗ мӗн, илтместӗн-им мана? — терӗ трубкӑри сасӑ. Пӳртӗм-ҫуртӑм тӑвӑртарах та, анчах сулахай алӑра хӑлха тӗлнелле пӗчӗк фонарь, сылтӑммипе кӗнеке тытсан, — вулама та пулать. Вӗлерме тӑратнӑ вӑтӑр ҫын ретне вӗсем «четки» тенӗ. — Тупрӑнах-и вара? Анчах атте нимӗнпе те йӑпанайман. Таврари ҫӗре пит аван ӗҫлесе акса тултарнӑ, анчах мана нимрен ытла курӑк ҫӳлли шалт тӗлӗнтерсе ячӗ: унӑн ҫӳлӗшӗ ҫирӗм фута ҫитет. Инсаровӑн пит-куҫӗ вара унчченхи пекех юлнӑ; анчах сӑн-сӑпачӗ нумай улшӑннӑ. — Тухтӑр патне ярасчӗ… — хӑюсӑр канаш панӑ ывӑлӗ унпа тӗлме-тӗл ларса… — Пулкалать вӑл ун пек, тавлашмастӑп. — Эпир пӗр-пӗрне пӗтерме шухӑш тытни ҫинчен иккӗленместӗп эпӗ; анчах мӗншӗн-ха кулӑшса utile dulci пӗрлештермелле мар? Хӗрарӑм татах калаҫрӗ; анчах пӗр минут иртрӗ-и, иртмерӗ-и, вӑл манӑн алӑсем ҫинчи ҫип хутӑрне илчӗ те, куҫран тӳп-тӳррӗн те питӗ ачашшӑн пӑхса ҫапла каларӗ: — Ну, чӑннипе эсӗ мӗн ятлӑ-ха? Кӑтрашка чарусӑр качака путекки, кровать ҫине сиксе улӑхма хӑтланса, пӗчӗкҫеҫ чӗрнисемпе ҫӗр урайӗнче тӗпӗртетсе ҫӳрет. Разметнов кӑмӑлсӑррӑн питне-куҫне пӗркелентерчӗ: — Тӑхта-ха кӑлтӑрмуна кӑлтӑртаттарма! Алӑк патӗнче хӗвел ӑшшинче аттен юратнӑ вӗшле йытти — Чиперкке куҫне хӗссе выртать. Анчах пирӗн акӑлчанла калаҫакан вырӑс коммунистсем нумай-и-ха? Ҫавӑн пек мухтанипе вӑл питех те хавасланса кайӗ, тепӗр тесен ку пачах та тӗрӗс. Магеллан проливӗ Паганель тытнӑ шухӑша пӗлсессӗнех «Дункан» ҫинче пыракансем пурте хӗпӗртесе ӳкрӗҫ. — Ак эпӗ хуҫисем патне каятӑп та, курса ҫеҫ тӑр, пӗтӗмпех майлаштаратӑп. — Эсӗ мӗнле шутланӑ? — Правлени те, тата эпир пурсӑмӑр та йӑнӑш туса хутӑмӑр: хӗлле курӑма, мӗнле каламалла, территори паллисем тӑрӑх пайларӑмӑр, — йӑнӑш ку! Ӗҫ начар. Иккӗшех тӑрса юлсан, Давыдов, ҫиллине шӑнараймасӑр, хыттӑн:— Мӗнле ҫӗнӗ япала шухӑшласа тупнӑ эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Анчах: «Ача курать» — текен икӗ сӑмах унӑн кӑмӑл-туйӑмне сасартӑках урӑх еннелле ҫавӑрса ячӗ. Самант та иртмерӗ — шиклӗх ҫухалчӗ, шанчӑк та, суккӑрӑн ҫӗкленчӗк чун-хавалне ялкӑштарса, пӗр самантрах чӑнлӑх пулса тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ пирӗн пӗрин те укҫа ҫук, пурте парӑмлӑ эпир, пурте ҫав П-ри штабс-капитана тӳлеме тивӗҫ. Ҫапла каласан, ҫын тӑма хӑтланса пӑхнӑ. Мана хама ҫӗнтерме пултаракан ҫын кирлӗ… Майӗпен пурте шӑпланса ҫитсен, Устин пуринчен малтан ҫапла каларӗ: — Ну, председатель, пӗтерсе хутӑн эсӗ мана… Анчах сасартӑк ҫак хӑмач кофта тӑхӑннӑ хӗрарӑм сиксе тухса ҫаврӑнма тытӑнчӗ те пӗтӗмпех пӑсса ячӗ, ӑна пула ҫынсем чарусӑр шӑхӑрма, йӗркесӗр кӑшкӑрса юрлама пуҫларӗҫ. Ҫыртӑн-и? Вӑл пӗр вӗҫӗмсӗрех хӗрелет те хӑвӑртах сывлӑш ҫавӑрса илет. Эпӗ тата диван ҫинчен аялалла усӑнса тӑракан ҫара алӑсене асӑрхарӑм. Унтах — ӳпне пӑрахнӑ фанер ещӗк. Анчах акӑ вӑл — ман Берлинӑм! — яланхи ачашлӑхсӑр пуҫӗпе алӑк енне кӑтартрӗ, алӑк хыҫӗнче Танюшка сасси илтӗнет. Кил хуҫи арӑмӗпе хӗрӗ чугунӗсемпе савӑт-сапа таврашне миххе пуҫтарса чикнӗ. Ҫак пуянлану ҫичӗ куна тӑсӑлчӗ. — Стротановски. Эпир ҫула май вӗрекен ҫилпе Ырӑ Шанчӑк сӑмсахне ҫитрӗмӗр. Кунта эпир ӗҫмелли шыв илес тӗлӗшпе темиҫе кунлӑха ҫеҫ чарӑнтӑмӑр. — Ытах та эс мӗн те пулин тӑватӑн пулсан, ун ҫинчен хӑвна та, ҫынна та ӑнлантарса пама пӗл… Пӗр кун кӑна иртрӗ, анчах ҫуртри сӗтелсем хушшинче ӗҫлекенсем лараҫҫӗ ӗнтӗ, машинка шакӑлтатать, продовольстви комиссариачӗ туса ҫитернӗ. — Пирӗн экспедицин ӗҫӗсенче географ питӗ кирлӗ ҫын, наукӑна этемлӗх ӗҫӗсемшӗн кӳлсе ярсан, кунтан та лайӑххи тата мӗскер пулма пултарӗ? — терӗ Элен. Лиза ҫиленсе кайрӗ: — Эсир мана ҫавӑн пек ирсӗр ӗҫ тума пултаракан ҫын вырӑнне хуратӑр-им? — Калама ҫук аван ҫын, — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Юлташсем, ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерсен, киле те часрах тавӑрӑнӑпӑр, ҫав кӑшкӑракан пӗр шӑрчӑк шухӑшланӑ пек тарма пире пирӗн идея та, дисциплина та хушмасть. Эпир сана галерея тӑрӑх аялалла та, ҫӳлелле те шырарӑмӑр, анчах ниепле те тупаймарӑмӑр. — Халь ир-ха. — Ну, ан чӗн! Петр ӗненсех тӑнӑ: Никита ӑҫтине старик пӗлет, ҫынсене аван мар тума юратнипе ҫеҫ ҫинчен каламасть. Шӑп ҫакӑн пек ӗнтӗ «Пилигрим». Ҫула тухас умӗн мӗнле ӗҫмелле мар вара? 0,01 пайӗ ҫеҫ, е пиртен, аскӑнҫӑсенчен те сахалрах пайӗнче ҫеҫ, ҫакна аван мар текенсем тупӑннӑ, урӑххине, ҫӗннине шутласа кӑларнӑ. — Ак мӗнле тӑсӑлса кайнӑ эсӗ, — шӳт туса каларӗ вӑл, мана тӗртсе илсе, вара эпир ют ҫынсем пек, анчах тахҫанах пӗрне-пӗри паллакан ҫынсем пек, сӑмахлама пуҫларӑмӑр. — Ака, сӑмах май, Люба, эс ҫакна асӑрха, — калаҫма тытӑннӑ Тарас, сӗтел енне ҫурӑмпа тӑрса сехете пӑхнӑ май, — пессимизм таврашӗ англосакссен расине пӗтӗмӗшпех ют… — Эй, эсир! Вӑл пӳрнисене хускаткаласа пӑхрӗ, кулса ячӗ, хут купӑса каялла пачӗ. Парад хыҫҫӑн хӑнана чӗннӗ ҫынсем пурте замокалла ҫул тытрӗҫ. Вӗсем, кая юласран хӑранӑ пек васкаса, ҫаплах таҫталла шӑваҫҫӗ, ҫилӗ те вӗсене яланах ҫиленсе хӑваласа пырать. Килхушшине Алексей лаши пырса кӗчӗ, ларчӑк ҫинче хӑрах куҫлӑ фельдшер Морозов ларнӑ; урапа ҫинчен шальпе чӗркеннӗ Ольга сиксе анчӗ. Сывпул! Ҫав сӑмахсем Джеральда ӑҫта тупма пулнине кӑтартса пачӗҫ. Половцев, пӗчӗк пӳлӗмне кӗрсе, хупӑнса ларчӗ (кӑнтӑрла вӑл ниҫта тухмасӑр ҫавӑнта ларать). Унран хӑрать хӑй, ман ҫине шанмасӑртарах пӑхкаласа илет. Африкӑн ҫак пайне пӗрре ҫеҫ мар килнӗ Дэвид Ливингстон пек опытлӑ ҫулҫӳревҫӗ кунта мӗн пулнине пӗр йӑнӑшсӑр тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ. Эпир, Наталья Савишнӑпа иксӗмӗр, кашни кунах калаҫрӑмӑр; вӑл сасӑсӑр йӗни, турра чунтан ӗненсе лӑпкӑн калаҫнисем мана лӑплантарчӗҫ тата ҫӑмӑллӑх кӳчӗҫ. Ун алли, Кассий Кольхаун алли ӑна вӗлермесен те, камӑн та пулин алли вӗлермелле. Катюша кӑштах кахалрах, ӑна пӑчӑ. Пурӑнӑҫ — ҫӗр ҫинчи телейшӗн таттисӗр кӗрешни пулса тӑрать пулсан, — ҫынсене хӗрхенсе ырӑ тунипе юратулӑх кӗрешӳ ӑнӑҫлӑ пырассине кансӗрлеме анчах пултарать-и-ха? Капитан, эпир тухса кайнӑ чухне мӗнле юлнӑ, ҫаплипех месерле выртать, куҫӗсем уҫӑ, хӑрах аллине айккинелле чӑснӑ. Ан тӗртсем, анра-сухра! — Чӑн та ҫаплах! — терӗ хохол, вырӑн ҫинчен сиксе тӑрса. Кайран ӑна тула сивӗ ҫӗре кӑларса хуратӑн та вӑл йӑва пек муклашка пулса тӑрать. Вӑл вырӑн ҫине ӳкнине илтсе арӑмӗ вӑранса кайрӗ; карӑнкаласа илчӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене виҫӗ хутчен мӑчлаттарнӑ хыҫҫӑн куҫне уҫса ун ҫине кӑшт ҫилленчӗклӗн пӑхрӗ, анчах, упӑшки паян ӑна нимӗн чухлӗ те ачашласшӑн пулманнине курсан, кӳреннипе тепӗр айккине ҫаврӑнса выртрӗ те аллине хӗрлӗ питҫӑмарти айне хурса часах ҫывӑрса кайрӗ. — Шуйттан, мӗнлерех ӑспуҫ! — кӗвӗҫӳллӗн, ҫапах савӑнса каларӗ Николаев, тетрачӗсем ҫинелле тӑрӑннӑ май. — Эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп-ха сирӗн ӗҫ вӑл ҫав ҫухалнӑ экспедицисене шыраса ҫӳрес ӗҫ кӑна мар иккенне, — терӗм эпӗ. Тӳрӗ ҫынсем апла хӑтланмаҫҫӗ, — вӑт мӗн! — кӑшкӑрчӗ майор. — Шыв ҫук. — Эпӗ кӑмӑлласах акӑлчанла хатӗрленӗ пӗр стакан чей ӗҫӗттӗм. Эсӗ эп автансем туяннинчен тӗлӗнетӗн, а эп, Андрей, акӑ мӗншӗн тӗлӗнетӗп — мӗншӗн-ха эс ҫум ҫумлама ҫӳреместӗн? Кала, ну? — Тинех ӗнтӗ эпӗ унпа ҫӗрӗпех ташлӑп… Куҫӑмсене пӗр минутлӑха тӗтре карса илнӗ пек те пулчӗ: хӑрушӑ профессор хӑйӗн сӗтелӗ-мӗнӗпех таҫта аякра ларнӑн туйӑнчӗ мана, вара ман пуҫа пӗр енлӗ хӑрушла уҫӑмлӑхпа тискер шухӑш пырса кӗчӗ: «Мӗн-ха, эхер?.. Ҫапла калаҫҫӗ те — ҫав учителе, тӗрӗслӗхе шыракана, пӗррех шаккаса хураҫҫӗ. Эсӗ тек апла тумастӑн вӗт. — Вӑл ӑна выртнӑ ҫӗртен ҫӗклерӗ те хӑйпе юнашар лартасшӑн пулчӗ. — Ӗмӗрне те ун пеккине курман. Вӑрӑм хӑмӑш хӑвӑлне шыв тултарчӗ, хӑмӑшӗн пӗр вӗҫне суран тӗлле хурса тепӗр вӗҫӗнчен вӗрчӗ те шыв суран витӗр юхса тухрӗ. «Три» тенине илтсен, Иван Иваныч ҫунаттисене сулкаланӑ та сысна ҫурӑмӗ ҫине сиксе хӑпарнӑ… Эсир хӑш-хӑш! туса хуйхӑрнисене иитсен, ун чӗри ыратать. Ҫемйен тӑнӑҫ-илемлӗ лару-тӑрӑвӗнчен, чипер те хӑтлӑ сӗтел-пуканран, сӗтел хушшинчи йӗркелӗхрен вӑл тахҫанах писнӗччӗ ӗнтӗ. Асӗнче — тӗпсӗрлӗх тӗлӗнчи кӑвайт ҫулӑмӗ, ҫунакан курӑк шӑрши. Аэлитӑн хурлӑхлӑ, тискерленнӗ куҫӗсем… Пӗр ҫавӑншӑнах пиратсем пулма юранӑ. — Анчах мӗншӗн эсир? Андрейӑн пичӗ ҫинче тар пӗрчисем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Ҫак вӑйпа вӑл Тург замокне ҫавӑрса илнӗ те ӗнтӗ. — А-а, — темӗнле урӑхла сасӑпа каларӗ Катя. Пӗр самантлӑха вӑл хӑй умӗнче Джеммӑран пуҫне урӑх никама та курмарӗ; Ҫапӑҫура вилнӗ ҫынсене пытарнӑ чух чечексем илме инҫете каймалла пулман. Пуҫ шӑмми айне чӗрӗп чиксе лартас пулать, йӗплекен чӗрӗп! Ҫапах та нимӗн тума та ҫук. Мӗн пулассине кӗтмеллех пулать. Талькав мӗн пулассине кӗтет, вӑл, сасартӑк ыйӑхран вӑраннӑ ҫын пек, ҫӗр ҫине чавсаланса мӗн пулассине кӗтсе выртать. Корпусӑн ытти пайӗ пӗтӗмӗшпех шывра, ахтерштевнерен тинӗс тӗпне ҫитиччен пилӗк чалӑшах ҫитет. Ах, ытла та хӑрушӑ-ҫке ку! 1874 ҫулта Камерон Алвиша Килембора, Кассонгӑн тӗп хулинче, тӗл пулнӑ, Биене ҫитиччен — ҫичҫӗр миля ытла — ун караванӗпе пӗрле пынӑ. Анчах лешӗ Давыдов ҫине тухарах тӑракан хура куҫӗпе пӑхса илчӗ те мӑшкӑлчахлӑн тенӗ пек: — Ватӑскер, суккӑррине пула, тен, эс каланӑ пек, ӳстеретӗп те пулӗ, анчах эсӗ, йӗкӗт, вӗсен хӑрушлӑхне пачах курмастӑн. Эпир тапранса кайрӑмӑр; пилӗк ырхан лаша пирӗн лавсене кукӑр-макӑр ҫул тӑрӑх Гуд-Гора тӑвӗ ҫинелле йывӑррӑн сӗтӗрет, эпир хыҫалтан ҫуран утса пыратпӑр, лашасем ӗшенсе ҫитсен, кустӑрмасен айне чулсем хуратпӑр; пӗлӗт ҫинелле улӑхнӑ пек туйӑнать ҫул, мӗншӗн тесен куҫ мӗн чухлӗ курма пултарнӑ таранах вӑл ҫӳлелле пырать, унтан вара ӗнертенпех Гуд Гора тӑрринче ҫимӗҫ кӗтсе тӑран ҫӑхан пек хулӑн пӗлӗт ӑшне кӗрсе ҫухалать; ура айӗнче юр кӑчӑртатать; сывланӑ чух сывлӑш ҫитейменнипе ӑш вӑркакан пӳлчӗ. Мӗншӗн Российӑна таврӑнас-ха? Дик алӑк уратипе алӑк хушшинчи ҫурӑк ҫумне тутипе ҫыпҫӑнчӗ те шӑппӑн чӗнме шутларӗ: «Геркулес!» — Юрӗ. Эсир хӑвӑр каласса кӗтетӗп, — нимӗн те пулман пек каласа хучӗ студент. Иксӗмӗр пӗрле чухне йӗрес мар. Анчах ӗлӗкхи пурнӑҫӗ таврӑнмарӗ. Кунта ҫуртлӑх вӑрмансем ӳсекен вырӑнсенче тӑхӑр фут тӑршшӗ чи пысӑк ҫар карапӗсем тӑвас йӑла пур. Унтан карапӗсене ҫав машинӑсем ҫине хӑпартса лартаҫҫӗ те тинӗс хӗрне турттарса каяҫҫӗ. Пирӗн ҫулпуҫ: «Большевиксем илме пултарайман крепось ҫук», тени мана та тивӗҫет. Эпӗ сирӗн пата ҫын патне килнӗ пек килтӗм. Чӗнмесӗр-калаҫмасӑр пилӗк-ултӑ курка чей ӗҫсе ярсан, Кузьмичов сӗтеле тасатрӗ те мишукне илчӗ, унӑн кантрине салтрӗ, вара ӑна ӳпне тытса силлерӗ. Платник хӑйӗн шӗвӗр хулпуҫҫийӗсене ывҫисемпе ҫапса, ӑна хирӗҫ пит те чӑнласах каланӑ: — Ҫу-ук! Вара вӑл, Джон Мангльс хирӗҫ тавӑрса парассине кӗтмесӗрех, вӗсем патне хыпаланса утрӗ. — Миссис, — терӗ вӑл мисс Грант ҫине пӑхса. — Мисс, — терӗ вӑл миссис Гленарван умне тӑрса. — Сэр, — тесе пӗтерчӗ вал Гленарван умӗнче акӑш-макӑш пуҫне тайса. Сулӑ юлашки хут перӗннӗ хыҫҫӑн, эпӗ чи малтан ҫакна асӑрхарӑм: ку таранччен нумай сехет хушши хӑлхара пӗр тӑтӑш шавласа, кӗрлесе тӑнӑ сасӑ вырӑнне шӑтӑкра шӑпах пулса тӑнӑ. Шӑпах эсир халь ларакан вырӑнта ларчӗ вӑл. Ашшӗ те питӗ хавас. Аэлита пӑрӑнса ларчӗ. Пире астроном ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, Ҫӗр атмосфери питӗ ҫӑра та ҫӳлӗ, унӑн ӑшӗнче пӗлӗт татӑкӗсемпе ҫав тери нумай тусан пӗрчисем куҫса ҫӳреҫҫӗ. Эсир хӑвӑр калатӑр вӗт-ха — вӑл унӑн ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлӗ ҫеҫ тесе. — Ҫӗрле вӑтӑр утӑмран та тӗл тивертеймӗн. — Кура-тӑрах вилес тесен, — терӗ Гленарван, — пире хамӑрӑн мӗнпур вӑйӑмӑрсем кирлӗ пулӗҫ. Кӗтерне патша хӑраса ӳкнӗ, престола ларакансене илемлетекен ырӑ кӑмӑлпа кун пирки хӑйӗн шухӑшне каласа хунӑ. — Сывлӑш ытлашши сайра, — тет пире вӗҫевҫӗ. Анчах урӑх сасӑ пулманнине сиссе, Джон Мангльс татах асӑрханса малалла кайма пуҫларӗ. — Ура айне кӗрсе ан кайӑр, тархасшӑн! Вара Тарас хӑйӗн тарҫисене уйрӑмӑн тӑракан лавсенчен пӗрне салтма хушрӗ. Эрнере пӗрре вӑл тӗрмене хохол валли кӗпе-йӗмпе кӗнекесем кайса пачӗ; пӗррехинче ӑна амӑшпе курнӑҫтарчӗҫ те, киле таврӑнсан, вӑл кӑмӑллӑн ҫапла каласа пачӗ: — Вӑл унта та килти пекех. Ҫапла, вӑл — ухмах мар. — Анчах ӑна тупайман вӗт? Пылӗ ҫитмест иккен, кашӑкӗ те кирлӗ! Чӑн-чӑн пуянлӑх теме те пулать. Мӑнтӑр лашасем, ҫутӑ сӑрсемпе ула-чӑла сӑрласа пӗтернӗ таврически хыҫлӑ ҫунана ҫӑмӑллӑн шутарса, малалла ыткӑнчӗҫ. Гимнастёрка аркине те, хырӑмӗ ҫинче пӗрӗнсе тӑракан ӳт-тирне те пӗтӗмпех хура юн ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ. Свидетельсене хамӑрӑн артистсемех выляс терӗҫ, пӗр Ларинсен няни валли ҫеҫ костюм тупӑнмарӗ, ҫавӑн пирки вара Пушкин вӑхӑтӗнче те няньӑсем пирӗн вӑхӑтрисем пек тумланнӑ тесе кӑтартма тӳрӗ килчӗ. Соня та пӗр чарӑнмасӑр кулчӗ: вӑл эпир алӑран алӑ тытӑнса ҫаврӑннинчен те кулчӗ, темле улпут, урисене хуллен ҫӗклесе, тутӑр урлӑ ярса пусни тата хӑйне ҫакна тума питӗ йывӑр пек кӑтартни ҫине пӑхса ахӑлтатрӗ, эпӗ; хамӑн ҫивӗчлӗхе кӑтартас тесе маччана кӑшт кӑна перӗнмессӗн сике-сике илнӗ чух та каҫса кайсах кулчӗ. Иван Иваныч тухтӑр асӑнмалӑх хӑварнӑ стетоскоппа пӗрле эпӗ ҫак летчикӑн портретне те, кирек хӑҫан та, хамран уйӑрмастӑп. Эпӗ лаҫҫа кӗтӗм. Ахаль каламан ҫав ваттисем: «Хӑрах куҫлӑ ҫынна, курпуна тата хӑв арӑмна ан ӗнен». — Ан васкӑр ун пекех, иксӗмӗр те ӳкме пултаратпӑр, — терӗ вӑл хытӑ кӑмӑллӑ саспа, калаҫӑва урӑх енне пӑрса. Воропаев ун ҫинчен ирӗксӗрех ҫапла шутларӗ: ҫак самантра вӑл тем пулсан та куҫхаршисене пӗркелентерме тата тута хӗррисемпе кулса илме тивӗҫ. «Сатурнӑн унки пӗтсе ларчӗ! — тенӗ буржуалла пӗр хаҫат. «Женя…» — терӗм эпӗ. Грэнджерфордсем хушшинче те. Чартак ҫинче йӗпе курӑксем ӳсетчӗҫ, ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесем хуплашкасӑрах таптанса выртатчӗҫ, вӗсен страницисене те вӑтӑра-вӑтӑра илнӗччӗ. — Киле ҫитиччен ӑсатас-и сире? — Калаҫма сире кайран та вӑхӑт пулӗ-ха, — тенӗ старик хӗрне куҫласа. Ҫук, сэр. Зурин мана хыттӑнах ырласа, хавхалантарса пырать, эпӗ хӑвӑрт вӗренсе пынинчен тӗлӗнсе калаҫать. Апла пулсан, тытӑнатӑп, урӑхла каласан, ун ыйтӑвне вуласа паратӑп. — Пирӗн аннепе сирӗн аннӳ пире валли вигвам тунӑ. Александр Владимирыч хӑйне ҫаплах тӗрӗс турӑм тесе шутлать, пустав фабрики ҫинчен калаҫать, анчах та шурлӑха типӗтме тытӑнмасть. Вӑл та… — Калӑр-ха тархасшӑн, мӗнле пӑрахса каяс-ха манӑн сире? Халь ӗнтӗ унашкал казаксем ҫук та. Ҫӗрӗ вӗсен, хресченсен, нимӗн тавлашмалли те ҫук, ӗмӗр-ӗмӗрех вӗсен крепостной ҫӗрӗ пулнӑ. — Вӑрӑ-хурахсен атаманӗ, — мӑкӑртатрӗ Дантон. Малтан Корчагин манӑн чи лайӑх разведчикчӗ. Вӑл вӑйлӑ этем. Эпӗ сывлӑш ҫавӑртӑм, ҫыххӑма ҫӗклерӗм, Ромашка енне пуҫӑма сулса, тухрӑм. — Темӗнле каскӑн ҫынран балра ҫупкӑ ҫини мар-ши вӑл, ваше сиятельство? — терӗм. Эпир унӑн тӑванӗсенчен ирӗк ыйтса илсе, ку алҫырӑвне, кашни сыпӑкӗ валли тивӗҫлӗ, лайӑхрах эпиграф тупса тата хӑшпӗр ятсене улӑштарса, уйрӑм кӗнеке туса кӑларма шутларӑмӑр. Вӗсене кил хуҫи пытарса хума та шутламан. Ҫӗнӗрен ашкӑнса кайма пултарасса сиссе, Зеб Стумп чирлӗ ҫынна носилка ҫумне ҫыхса лартас пулать, тенӗ. Эпӗ ырӑ-сывах тӑрса юлтӑм, анчах та уншӑн манӑн ӳкӗнмелле те пулать-и тен, мӗншӗн тесен ыран-паян мана операци тӑваҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вара ырӑ турра пуҫҫапса, йӑлӑнса ҫеҫ пурӑнма тӳрӗ килет, мӗнле пурӑнӑп-ха эпӗ урасӑр, — пӗлейместӗп. Вӑл алӑпа сулнисенче шикленни палӑрать. Салтаксем хӳме ҫине улӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, хурахсем чакса пыраҫҫӗ. Анчах Дубровский офицер патне чупса пычӗ те, ӑна кӑкринчен пистолетпа тӗллесе кӑрӑслаттарчӗ кӑна. — Май килнӗ таран хӑвӑртрах. Тӳпере шурӑмпуҫ ҫути те палӑрать ӗнтӗ; юлашкинчен художник ыйӑх пусса илнипе форточкӑна хупрӗ, чӳрече умӗнчен пӑрӑнса вырӑн ҫине выртрӗ те вилнӗ пекех йывӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗ. Акӑ эпӗ халь кӑна пӗрне кӗтсе илсе ӑсатса ятӑм. Ҫавӑн пек ҫыру ҫыркаласа тата калаҫкаласа, вӗсем ҫапла шухӑш туртса кӑларнӑ (ӑна кӗтмеллех пулнӑ ӗнтӗ): эпӗр пӗр-пӗринсӗр сывлама пултараймастпӑр пулсан, пирӗн ырлӑха хаяр атте-анне ирӗкӗ чӑрмантарать пулсан, пирӗн ҫав ирӗке пӑхӑнмасан та юрамӗ-ши? — тенӗ. Малтанхи самантра пристань тепӗр еннелле куҫнӑ пек. Эпӗ ҫавӑн пек чаплӑ та телейлӗ ҫынна ӗмӗрӗмре те курман. Шӑп ҫав вӑхӑтра сасартӑк кӗпер айӗнчен таса мар ҫӗтӗк кӗпеллӗ, тӑртанса кайнӑ тӑрлавсӑр питлӗ этем тухать, вӑл шакла пуҫне ним те тӑхӑнман, вӑйсӑр урисем кукӑр, яп-яка та хӗрлӗ тӗслӗ татӑк аллине ҫак ҫын тӳрех кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа ҫинелле тӑсать. Эпӗ ҫак тинӗсе таҫта ҫитиех пӑхса илме пултаратӑп, мӗншӗн тесен унӑн хӑйне пӗр евӗрлӗ уйрӑм ҫутӑ пур, вӑл мӗнпур вак-тӗвек япаласене те уҫҫӑн ҫутатса тӑрать. Ҫӗрле тусӗсем сӑмах чӗнмесӗр, тӗттӗмре такӑна-такӑна, анчах темле пулсан та суранӗсене хускатас марччӗ тесе, Давыдова алӑ вӗҫҫӗн килне ҫӗклесе кайрӗҫ, ҫавӑнтанпа вӑл пӗрре те тӑна кӗмерӗ, вун улттӑмӗш сехет ӗнтӗ вилӗмпе асаплӑн кӗрешет. Эпӗ нумаях пулмасть Готы хулинчи хамӑн тусӑмран, Август Петерманран пӗр картта илтӗм, вӑл халӗ пирӗн алӑ айӗнчех пулни питех те тӗле килчӗ. — Хӑйсем мӗнле вӗт, вӗсем эпир мӗн ҫинине ҫиме килӗшеҫҫӗ пулсан, илетпӗр. «Хитрескер! — тесе шухӑшларӗ вӑл, хӑйпе ӑмӑртакан хӗр тӗлӗнчен иртсе кайсан. Вӑл кӑвакарса кайрӗ, хӑйӗн ҫӳҫӗ тӗслех пулчӗ. «Пуҫ ҫаврӑнать!» тесе ячӗ вӑл вӑйсӑр сасӑпа… Хӗрарӑмсем те нимӗн калама пӗлмеҫҫӗ… — «Рябина» юррине пӗлетӗн-и? — сасартӑк пӳлчӗ ӑна юлташӗ. — Философи сире йӗпетме чараймӗ… Ромашов вӗсем ҫине те ҫав паранӑҫлӑ куҫсемпех пӑхрӗ, анчах свитӑрисенчен нихӑш те подпоручик енне ҫаврӑнмарӗ: ҫак парадсем, музыкӑпа кӗтсе илнисем, ҫуран ҫарӑн пӗчӗк-пӗчӗк офицерӗсен ҫак пӑлханӑвӗсем — пурте-пурте хӑнӑхнӑ, тахҫанах йӑлӑхтарнӑ ӗҫ кӑна-мӗн вӗсемшӗн. Вӑл хӑй те сӑмах пачӗ: — Эпӗ — часах! — терӗ. Сасартӑк Санин хӑй ҫав тери телейлине туйса илчӗ, вӑл ҫак пӳлӗмсенчех нумай пулмасть ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнине аса илчӗ те ун чӗрине ача-пӑча хаваслӑхӗ ҫавӑрса илчӗ. Аннӳ мӗнле? Болгарсем эрех кӗленчине уҫрӗҫ. Пӗрремӗш стакана Войновича тыттарчӗҫ. Морис хӑйӗн хӑнине пӑч-пӑч чӑпар мустанга кӑкарса хунӑ аслӑк айне илсе кайрӗ. — Мистер Стумп, ҫак лаша кӑшт та пулин асӑннӑ мустанг пек туйӑнать-и? — Це не овес, а полова, курам на смих… — Ара… кӑмӑллисем, мӗскӗн кӑмӑллисем… э… э. Бояркӑран, йӑлтах юр хӗвсе кайрӗ, тесе ҫыраҫҫӗ. Ӗҫ чарӑнса ларнӑ. Халь унта ҫула тасатаҫҫӗ. Манпа вӑл ҫав тери ӑшшӑн калаҫрӗ: анчах мана кашни самантрах хам хута кӗрекен пуҫлӑх калаҫнӑ пек туйӑнса тӑчӗ. Вӑл Андрея ытларах ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та ӑна вӑл тӗрӗс каланӑ пек туйӑнчӗ, анчах та Андрей Павела мӗн те пулин каланӑ чух кашнинчех вӑл сывлама чарӑннӑ пек пулса, ывӑлӗн сӑмахне кӗтрӗ, куна вӑл хохол хӑйӗн ывӑлне кӳрентернине е кӳрентерменнине часрах пӗлесшӗн турӗ. Татьяна хӗре тивӗҫлипех… Тӑхта-ха, ӑна ун пек мар, тата пулӗ! Чӑнласах ҫапла пулчӗ. Вӑл хама хам улталани, фантази выляни ҫеҫ пулнӑ. — Эсӗ акӑ ҫакна та тумарӑн, — терӗ те ӑна Берсенев Инсаровпа пӗрле килнелле утрӗ. Цанко арӑмӗ вут хутнӑ ҫӗрте тӑратчӗ, аллисемпе пилӗкне тытса итлерӗ вӑл. — Ҫук, чӑнах: мӗн пӑшӑлтатрӗ вӑл унта? Анчах вӑл Монтанелли патне темиҫе минутлӑха эрнере пӗр хут е икӗ хут кӗрсе тухма вӑхӑт тупнӑ. — Хӑҫан? Унтан нимӗнле каҫару та кӗтме пулман. Ан хӑрӑр. «Сасӑпа вула», — терӗ самозванец, хутне ӑна парса. Ҫапла туни ӑна кӳрентерме пултарнӑ пек туйӑнать. — Паллах, илтет. — Сывӑ-и, Феничка, — терӗ вӑл шӑл витӗр. Тӑн ҫӗтӗк кӗсьеллӗ йӗм пек пулса тӑчӗ: кирек мӗн хур — пӗтӗмпех тухса ӳкет, ним тума ҫук! Лось чӗрӗ те мар, вилӗ те мар ларать. Правлени ларӑвӗсем пулса иртекен тӗттӗмрех пӳлӗмре Яков Лукичпа кладовщик шашкӑлла выляҫҫӗ. Ача шутсӑрах хӑраса ӳкнипе темӗнле тискеррӗн, нимӗн тума пӗлмесӗр пӑхса тӑчӗ. Этемшӗн ҫутҫанталӑк вӑл — тӗттӗм ҫӗр, кашниех харпӑр хӑйне валли ҫутатса тӑмалла. Вара эпӗ пӗтӗмпех пӑрахрӑм та хӑвартӑм, пӗр пуса тенӗ пек сутса хӑвартӑм та кунта килтӗм… Канонирсем улттӑшӗ вилнӗ. Снарядсем нумай. Акӑ, вӑл кабинӑран аллине ҫӗклерӗ. Ку ӗнтӗ: «Хатӗр пулӑр!» тенине пӗлтерчӗ. Хӗрарӑм, персе ӳкернӗ шап-шурӑ пысӑк вӗҫен кайӑк евӗр, урисене хутлатса хунӑ, аяк ҫинче выртать… Унӑн чӗри аманнӑ пек хыттӑн тапма пуҫларӗ, пуҫне юн пырса капланчӗ, тӑнлавӗсем хӗрсе кайрӗҫ, ӑшӗ пӑтранса килчӗ, пырне питӗрсе лартрӗ. Шанчӑкне ҫухатнӑ Колчо аптранипе йынӑшса ячӗ. Панель тӑрӑх, васкамасӑр, ҫуран ҫынсем утаҫҫӗ; урам тӑрӑх хыпаланмасӑр извозчиксем, тавар тиенӗ ҫунасем ҫӳреҫҫӗ; урамран лерелле, икӗ хутлӑ лавкасен хӗрлӗ кирпӗч квадратӗнче площадь курӑнать унта ещӗксем, улӑм, чӗркемелли лучӑрканчӑк хут купаласа пӗтернӗ, ӑна таса мар, таптанчӑк юр хупласа тӑрать. Хайхискерсем тинех мӑкӑртата-мӑкӑртата какай илме тухса кайнӑ. Вӑл чӑннипех каларӗ пулсан та, — тенӗ вӗсем, — какайне пурпӗрех шӑмминчен уйӑрмасӑр хӑварнӑ-ха. Мӗншӗн? Хамӑн тусӑмсене эпӗ пампассемпе Австрали урлӑ каҫасси ҫинчен хистерӗм, анчах та эпӗ, Ҫӗнӗ Зеландине каҫса каяс тесен, вӗсене ун ҫинчен шухӑшлама та памӑттӑм. Сӗтел ҫинчи клеенка ҫат ҫыпӑҫмаллах лӗчӗртетнӗччӗ те, Ромашов паян каҫпа алӑ ҫумаллине аса илех кайрӗ. Каҫ пулчӗ, разведчиксем халӗ те тавӑрӑнаймаҫҫӗ-ха. Сасартӑк пӗтӗм пӳлӗм куҫа ачашламан шурӑ ҫутӑпа тулчӗ, пӳлӗм варринче Людмила тӑра парать, вӑл пӗтӗмпех хура, ҫӳллӗ тӳрӗ кӗлеткеллӗ. Тӑватӑ машинӑпа ҫулма пултараймастӑр-им? Пултараттӑрччӗ! Вӑл хӑй мӗн тунине пӗлмен минутсем те пулчӗҫ: ҫилленет-и вӑл е хавасланать, кичем-и ӑна е савӑнӑҫлӑ? Кӳренӗве каҫараҫҫӗ. Хӑйсенче тата пӗр-пӗринче ыррине шыраҫҫӗ, пархатарлине юрӑпа, савӑнӑҫ куҫҫулӗпе саламлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн вӗсем вилнӗ чӗрчунсен тирӗсене сӳнӗ. Вӑл юр айӗнчи ҫырласене татса ҫирӗ, мӑк татса ӗмрӗ. Ромашов Лейбӑна пиҫиххинчен туртрӗ те экипажран сиксе анчӗ. — Ҫак тӗнчере санӑн хурлӑхунтан ҫӗр хут пысӑкрах хурлӑх та пуррине ӑнланас пулсан эсӗ, санӑн тулӑх та хӑтлӑ пурнӑҫна ҫав хурлӑхпа танлаштарсан, вӑл ырлӑх кӑна иккенне эсӗ ӑнланса илес пулсан, — вара… Анна Михайловна, яланах ырӑ кӑмӑллӑскер, малтанах Раман ҫинчен мансах кайнӑ пулнӑ, иккӗшне те пулӑшасчӗ тесе, ӑна Эвелина аса илтерчӗ. Хапӑл туса кӗтетӗп, — савӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ те старик, ҫара урисене кровать ҫинчен хӑвӑрттӑн антарса, сиксе тӑчӗ, чӗриклетекен урай тӑрӑх пӗр-икӗ утӑм турӗ, унтан хӑйӗн кукӑр урисем ҫине пӑхса илчӗ, вара сасартӑк ӑна хӑйӗн урисем кулӑшла пек туйӑнчӗҫ; вӑл кулса ячӗ те ҫара ура кӗлипе пӗрре тапрӗ, иккӗ тапрӗ, унтан авкаланса илчӗ. Анчах илме хӑтланса пӑх-ха ӑна! Карланкуна ҫыртса татӑп!.. — Трагедилле пай пуҫланать иккен! — прокурор хулпуҫҫисене хутлаткаласа илчӗ. Ыйхӑ имҫамӗ ӗҫтерме йытӑ та ҫук. Эпӗ хамӑн Ольга ҫинчен каламастӑп, вӑл — урӑх йышши ҫын! Картинӑсем ҫинче аскӑн ывӑлӑн историне кӑтартса панӑ. Ҫӳҫӗ унӑн халӗ те йӗпе-ха, питӗнче ҫамрӑклӑх та ҫирӗплӗх ҫутӑлса тӑрать. Так — темскер… тӑрлавсӑрскер… Тен, эсӗ хӑвна вӗлересшӗнччӗ? — ыйтрӗ Ромашов, ҫыхӑнусӑр пӑшӑлтатса. — Вӑл ӑҫтине пӗлетӗр-и эсир? — хуллен ыйтрӗ вӑл, ӳсӗркелесе илсе. Бульба сасартӑк вӑранчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ. Вӗсенчен пӗри ман чемодана хӑй ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ, ыттисем, кӑшкӑрашса кӑна темелле, вӑкӑрсене пулӑшма тытӑнчӗҫ. Унӑн куҫӗ умӗнчен Егорӑн, Николай Ивановичӑн, Сашенькӑн ӑслӑ, таса сӑнӗсем шуса иртрӗҫ, чӗри ыратса кайрӗ. Анчах, Лозневой ответ панӑ хыҫҫӑн та, Озеров капитан темиҫе секунд хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, — кушӑрканӑ пӳрнисемпе вӑл хӑй планшечӗн хӗррисене тӗрткелесе илчӗ. Пароход ҫине шухӑрах, парӑнакан пассажирка пырса кӗрсен, вӑл ун тавра, кӗлмӗҫ пек, темле ӑраснах именнӗ пек, хӑранӑ пек ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, унпала пылаккӑн, йӑнӑшкаласа калаҫать, тути хӗррисенче унӑн супӑнь кӑпӑкӗ пек кӑпӑк тухать, вӑл ӑна пӗрмаях йӗрӗнчӗк чӗлхипе вӑрт ҫула-ҫула илет. — Шуйттан пӗлет-и вӗсене. Амӑшӗ Синопӑна йӗнер ҫинчен ывтӑнса юлнӑ самантра хуса ҫитнӗ. Э, ку вара малтанхи чи пысӑк савӑнӑҫ! Унтан вара, ассӑн сывласа илсе, пулемета ҫав брезент таткипе чӗркет, ӑна койка айне тирпейлӗн хурать те, дисксене сӗрсе, ҫӗнӗрен авӑрлать, вара, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, тӳшек айӗнчен хӑйӗн офицер хӗҫне туртса кӑларать, хӗҫ ҫивӗчӗшне пуҫ пӳрне чӗрни ҫинче сӑнаса пӑхать, тӗксӗм ҫутӑпа йӑлтӑртатакан хурҫа типӗ хӑйрапа сыхлануллӑн, темиҫе хут сӑтӑркаласа илет. — Ыратакан урасемпе-и? Унӑн сылтӑм урине тӗппех касса татнӑ, ҫавӑнпа вӑл костыльпе ҫӳрет, сулахай алли те, аманнӑскер, туя ҫине кӑшт тӗршӗнкелеме ҫеҫ юрӑхлӑ пулса юлнӑ. Пӑлхава хатӗрленессе хатӗрленетпӗр те, хамӑра вӑхӑт вӗрентсе ҫитерессе кӗтетпӗр. Эпӗ вӑл пӗр вӑхӑтрах Иконинпа иксӗмӗр ҫине пӑхнине тата ӑна пирте тем килӗшменнине (тен, Иконинӑн хӗрлӗ ҫӳҫӗ) туйса илтӗм, мӗншӗн тесен вӑл, каллех иксӗмӗр ҫине пӑхса, пире хӑвӑртрах билетсем илтерес шутпа чӑтӑмсӑррӑн пуҫне сулчӗ. Анчах хур тӗкне пурпӗрех илсе ҫырма тытӑнчӗ. Пирӗн иксӗмӗрӗн те… пӗр шухӑш… этеме хисеп тунине курасчӗ… хамӑр этемшӗн юрӑхлӑ пулнине туясчӗ — ҫак телее тупасчӗ… Анчах ҫак самантра йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑракан халӑх хушшинчен темӗнле старик тухнӑ, сӑнран пӑхма вӑл салхуллӑ пулнӑ, ҫийӗнче ун хура тумтир, пуҫӗнче цилиндр пулнӑ, халӑх хушшинчен тухса вӑл тӳрех полицейски патне пынӑ та ҫемҫе сасӑпа сӑмах хушнӑ:— Йӑнӑшатӑр эсир. Вӗсем малаллах кайрӗҫ, анчах часах тепӗр коридоралла пӑрӑнчӗҫ, вара «Вилмелли сикӗм» лаптӑкӗ патне ҫитичченех утрӗҫ. — Ним тӗлӗнмелли те ҫук! Тӳшеке эпӗ хам тытнӑ вӗҫен кайӑксен тӗкӗпе, ехусен ҫилхипе тултартӑм. Вӗҫен кайӑксен ашне ӑшаласа эпӗ ҫав тери тутлӑ апат ҫисе пурӑнтӑм. Турӑ лаша пулӑшнипе эпӗ хам валли икӗ пукан турӑм, вӗсене тунӑ чухне ҫав лаша чи йывӑр ӗҫсене хӑй турӗ. Юланутпа ҫӳреме пӑрахсан, Луиза ухӑ пеме тытӑннӑ. — Ия, эсир тӗрӗс калатӑр, вӑл пит те ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗ, анчах манӑн ӑна тав тума май килмерӗ-ха. — Кам ҫинчен? Ман вырӑна кладовщик ӗҫлӗ. ССР Союзӗ пӗр нациллӗ патшалӑх пулнӑ пулсан, пӗр палатӑллӑ система икӗ палатӑлинчен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав ҫулхине Томпсон, тепӗр ҫулӗнче Никола, 1819 ҫулта МарсДен икӗ утравне те ҫитсе курнӑ. Чӑрмаласа пӗтернӗ питҫӑмарти ҫинчи юнне хулпуҫҫипе шӑлкаласа, нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан ҫапла каларӗ: — Ҫӑра уҫҫисем ман патӑмра хваттерте, анчах эпӗ сире памастӑп вӗсене, ҫӑрасене ҫӗмӗрнӗшӗн вара сирӗн питӗ хытӑ ответ тытмалла пулать! Кӑтра ҫӳҫлӗ, тулли ӳтлӗ пилӗк ҫулхи хӗрачи те, амӑшӗ пекех, телейлӗ-чиперскерччӗ. Декабрӗн 12-мӗшӗнче Ливингстонпа ун юлташӗ Уджиджие таврӑнаҫҫӗ. Тахӑшӗ блиндажа хыпаланса чупса кӗчӗ те:— Эй, тӑванӑм, ма урамрах лармарӑн? Вара Фомана, ҫав туррӑн хреснай ывӑлӗ вырӑнне, лаша ҫинче хӑй ларса пынӑ пек, ҫав йынӑшусемпе йӑлӑнусем хӑйӗн ячӗпе илтӗннӗ пек туйӑннӑ. — Кам вӑл? Уҫланкӑ ӗшне еннелле, хӗрлӗрех тӗслӗ лутра ҫурт-хуралтӑ патнелле сӗвеккӗн анать. Сӗтел хушшинче ларакан Марийкӑпа Лукерья хӑраса хытсах кайрӗҫ. — Эпӗ нимӗн те шухӑшласа кӑлармастӑп, мӗн калани йӑлтах тӗрӗс, Салли аппа! Енчен нихӑшӗ те каймастӑр пулсан, эпӗ хам каятӑп унта! Вӑл Джемма ҫырӑвӗ ҫине ҫисе ярас пек пӑхрӗ. Авӑ, вӑрҫӑ хапхаран пӑхать! — Пулман. Андрей хӗрарӑмсене тӗрте-тӗрте сирсе хӑлхисене хуплать, хӗрарӑмсем. кӑшкӑрнине ҫӗтерес тесе тата хытӑрах кӑшкӑрать: — Чарӑнӑр-ха, анафенӑсем! Лӑпланӑр пӑртак! Мӗнле сӑлтавпа митинг тумалла-ха? Ун куҫӗсем хупӑ, хура та ҫӑра ҫӳҫӗнчен ун кӗл тӗслӗ пулса кайнӑ ҫамкипе пӗр хусканмасӑр тӑракан куҫхарши ҫине мӗлкӗ ӳкет; кӑвакарса кайнӑ тутисем айӗнчен ҫыртнӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ. Нумай! — йӗпленӗн каларӗ старик. Шалкӑм ҫапнине, рак шыҫҫине тата ытти чирсене алӑ хурса питӗ лайӑх сывататтӑм; юмӑҫ яма ӑста эпӗ — мӗн кирлине малтан камран та пулин тӗплӗн ыйтса пӗлетӗп те. Эпӗ тӑтӑм та алӑмсене малалла тӑскаласа ҫула хыпаласа тупасшӑн пултӑм. — Еврейсем ун пек шухӑшламаҫҫӗ… — Ҫаксем-и вара ҫав вӑрттӑн ӗҫлекен ҫынсем? — тесе ыйтрӗ вӑл шӑппӑн. Негоро хӑй ҫемйи ҫинчен те, унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен те сӑмах вакламасть. Эпӗ, ачасене хам ҫӗтсе кайни ҫинчен каласа, вӗсем патне пырса лартӑм. Гленарван иккӗленсе пуҫне силлерӗ. Ҫамрӑк хӗрачан ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ ҫитессине вӑл ӗненсех каймарӗ пулмалла. Эх! Халӗ сӑмах ҫӗр айне анасси ҫинчен пырать. Сӑнӗ унӑн сивлек, ӗлӗк тахҫан! Донецра шыва кӗрсе шӑнса сассине ҫухатнӑшӑн питӗ тарӑхнӑ пек, шыв ҫине вӑл халь ҫиллессӗн пӑхать. — Унӑн сасси чӗтренсе кайрӗ, вӑл ман паталла тайӑлчӗ те пуҫне ман кӑкӑрӑм ҫине хучӗ. — Шанчӑклӑ вӑхӑтах мар: ерипен ҫил хусканать, куратна авӑ — епле юр вӗҫтерет. Галли? — «Эсӗ ухмах! — терӗ вӑл Грушницкие самаях хыттӑн. Смурый мана Сергейпе Максим аллисенчен туртса илчӗ, вӗсене ҫӳҫӗсенчен тытса пуҫӗсемпе шаклаттарчӗ те аяккалла тӗртсе ячӗ, — вӗсем иккӗш те кайса ӳкрӗҫ. — Ҫ-у-ук… — вӑрӑммӑн тӑстарса каларӗ Давыдов, Макарӑн сӑмахӗ кӗтмен ҫӗртенех урӑх еннелле ҫаврӑнса кайнинчен ытла та хытӑ тӗлӗнсе. Петици вара — ача вӑййи кӑна. Ӗнер яла анчӗ. Вӑл халатне йӳле янӑ, пуҫӗ ҫинче шурӑ калпакӗ те пулман, унӑн кӑвакрах ҫӑра ҫӳҫӗсем ҫамки ҫинеллех усӑнса аннӑ. — Ахалех ан пӑлханӑр хаклӑ тусӑм, — терӗ Паганель, — Австралинчи Альпӑсем те Швейцаринчисем пекех тесе ан шухӑшлӑр. Э, эпӗ ӑна пуҫтарнӑ чух фрицсем мана минӑсемпе пеме тытӑнчӗҫ. Сыхлав мерисем — вӑхӑтлӑх хатӗр кӑна: полици хӑйӗн вӑйсӑр вырӑнне уҫас сехет ҫитетех. Эпӗ шыва кӗретӗп, — тесе команда панӑ пекех хушрӗ Устинович Серёжӑна. «Сирӗнпе мӗн те пулин пулман-ши?» — терӗм. Ҫук, каҫхи хӑна ӳсӗр мар, анчах ахӑлтатса кулса ярас пек тӑрать, тути чӗтрет. Полкра куна пурте хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа пухура ним сас-чӳсӗр Лещенко пулмасассӑн, вӑйӑпа ӗҫкӗ-ҫикӗ те пулин темле сыпӑнсах каймастчӗҫ. Вӗсен вырӑнне аслӑ ҫултан аяккарах утлӑ тӗрӗксем кӑна иртсе ҫӳрерӗҫ: тӗрӗксем пӑшалпа перкелесе илчӗҫ те вӑшт каялла ҫаврӑнчӗҫ… Ытараймарӑм эсрел аттине, а вӑл тимӗртен тунӑ пек. Тавлашасса ҫур ачашӑн мар, пӗтӗм ачишӗн тавлашнӑ-ҫке, енчен вӑл ҫав тавлашӑва ҫур ачапа татса пама шутланӑ пулсан, унӑн пуҫ тӑрри шӑтӑк. Малтан шыв хӗрне сурӑхсем пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн лашасем, лашасем хыҫҫӑн — ӗнесем… Эпӗ чердак ҫине, хам пӳлӗме кайса чӳрече умне лартӑм. — Манӑн нимӗнле укҫа та ҫук! Вӑл хӗре эпӗ пур енчен те чи чаплӑ хӗр тесе шутланӑ, хама та авланнӑ вӑхӑтра пӗр чӗптӗм кӑлтӑксӑр ҫын вырӑнне хунӑ. Унӑн куҫӗсене тӗтре карри хупласа илнӗ пек пулчӗ, ку вара вӑрманти тӗксӗмрех ҫутӑра та лайӑх палӑрчӗ. — Сэр, — сӑмах хушрӑм эпӗ, — эпӗ, тӳррипех калатӑп, хӑяймастӑп. Мӗнле пӗлнӗ вӗсем ӑна? Мӗнле майпа пӗлнӗ? Ӑҫта кайма хатӗрлетӗп эпӗ хама? Кӑвакалсем, эпир вӗсен ҫӗршывне кӗтмен ҫӗртен пырса тухнипе хӑранӑскерсем, хӑмӑшлӑх ӑшӗнчен шавлӑн вӗҫсе тухаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн вара пӑшалсем пӗр харӑс персе яраҫҫӗ, ҫак кутамас кайӑксем, сывлӑшра ҫаврӑнкаласа илсе, шыв ҫине йывӑррӑн шаплатса ӳкнине пӑхса курмашкӑн питӗ хаваслӑ. Ҫавӑн чухнех-ха эпӗ, ҫылӑхлӑскер: «Халех акӑ Макар вырӑнтан тапса сикет!» — тесе шухӑшласа илтӗм. — Апла, иккен, Пӑван кунта пулмасан, хӑрушлӑх та иртсе кайӗ, тетӗр-и? Халь змейка. Марьяна ун куҫӗсемпе тӗл пулчӗ те сасартӑк хӗрелсе кайрӗ, каялла чакрӗ. Пӑрӑн, аппа, пӑрӑн, тетӗп эпӗ сана! — Тухса кайӑр!.. Эпир ҫула тухнӑ кун пӗлӗтлӗрех пулчӗ, тинӗс ҫилӗ вӗрнипе шӑрӑх пуласран та, ҫумӑр ҫуса аптӑратасран та хӑрасси пулмарӗ. Анчах ачасем ҫине перекен путсӗр самолет иккӗмӗш хут вӗҫсе килчӗ. Тыткӑна лекнӗ малтанхи самантсенчех ватӑ Том хӑйӗн юлташӗсене пӗтӗм асаплӑ чӑнлӑха пӗлтерчӗ. Утрав ҫине эпир ирпе вунпӗр сехет тӗлнелле ҫитрӗмӗр. Ан тив, пысӑкки, мӗншӗн тивес? — Эпӗ хуть те мӗн пулсан та Франкфурта. Бенедикт пичче, куҫӗ япӑх курнипе тертленет пулин те, лайӑх илтет. Вӑл пӗр-пӗр шӑна-пӑвана тепринчен мӗнле сӗрленӗ тӑрӑхах уйӑрса илме пултарать. Хальхинче вара ку мӗнле шӑна сӗрленине Бенедикт пичче уйӑрса илеймерӗ-ха, анчах, сассинчен шутласан, вӑл темле пысӑк шӑна пулмалла пек туйӑнчӗ. — Анчах шывӑн леш енне епле каҫӑпӑр! — тесе ыйтрӗ Вильсон. Мӗн пулчӗ? — Е Негоро ку вырӑнсене пӗлмест, — тавӑрчӗ Дик Сэнд, — апла пулсан вара, ун пире куҫран ҫухатма юрамасть, е… — Тата билетсӑрах! — кулса ячӗ Гаррис. Ҫирӗм пин гуигнгнм Европа ҫарӗ варрине кӗрсе каяссине, вӗсем ҫар стройне аркатса ярассине, ҫар обозӗсене ӳпне-питне ҫавӑрса пӑрахассине, хӑйсен урисенчи чӗрнисемпе вирлӗн ҫапса салтаксенчен какай туса хурассине аса илни те ҫителӗклӗ пулӗ. Анна Сергеевна нумаях пулмасть вырӑссен пулас деятелӗсенчен пӗрне, питӗ ӑслӑ ҫынна, закона юратаканскере, ҫирӗп практикӑллӑ шухӑшлӑскере, ҫирӗп кӑмӑллӑ та калама ҫук ҫепӗҫ чӗлхеллӗ ҫамрӑк ҫынна, ырӑ та пӑр пек сивӗскере, юратса мар, ӗненсе качча тухрӗ. Кирила Петрович килкартинче яланах темиҫе упа ҫури усранӑ. Ҫавсемпе аппаланасси Покровски сали улпучӗн чи пысӑк йӑпанӑвӗсенчен пӗри пулнӑ. Эпир хамӑр ҫитес ҫӗре ҫитсен, король Фленфласник хули патӗнчи хӑйӗн ҫуртӗнче виҫ-тӑват кун пурӑнма шут тытрӗ. Вӑл хула тинӗс хӗрринчен вунсакӑр акӑлчан милӗнче ларатчӗ. Амӑшӗ унӑн тарланӑ, пӑтрашса пӗтнӗ ҫӳҫне аллипе шӑлкаласа, хуллен кӑна:— Кун пек кирлӗ марччӗ санӑн… — терӗ. Саралса хӗрелсе кайнӑ курӑк ӑшӗнче шӑрчӑксем чӗриклетеҫҫӗ; путенесем те ирӗксӗррӗн пек кӑшкӑраҫҫӗ; уй-хир тӗлӗнче хурчӑкасем вӑрахӑн ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, ҫуначӗсене хӑвӑрттӑн вылятса тата хӳрине сарса ярса час-часах пӗр вырӑнта чарӑнса тӑраҫҫӗ. «Ҫарпуҫӗ ҫак шухӑшпа килӗшрӗ. Советӑн ытларах пайӗ нумай вӑхӑт хушши сире хирӗҫ пулчӗ. Анчах его величество сирӗн пуҫа май килнӗ таран шеллеме шут тытрӗ. Кайран-кайран вӑл обер-гофмейстера хӑй енне ҫавӑрчӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл ӗнтӗ чиркӳре тӑчӗ, такамӑн кантӑр шӑрши кӗрекен ҫурӑмне ҫамкипе тӗксе, клирос ҫинче мӗнле юрланине итлерӗ. Купец-и — купец… Сирӗн хӑлхӑрсене тутар чӳпӗк чиксе лартнӑ пулмалла, эсир нимӗн те илтмен». «Ман хура куҫпа хуп-хура куҫхаршисем, — терӗ вӑл татах, тӗкӗрне аллинчен вӗҫертмесӗр, — ҫав териех чипер-ши, неушлӗ вара ман пекки тӗнчипе те урӑх ҫук? Ҫав вӑхӑтра вӗсем хӑйсен хули тӗлӗпе иртсе пычӗҫ, анчах хули вӗсенчен ҫав тери инҫетре. Хула канлӗ ыйхӑра. Пултараҫҫӗ те-ҫке вӗсем! — Ҫавӑн пирки пӑтрашу пулать те ҫав, — терӗ те Тихон ҫирӗппӗн, каллех темле аван мар кулса илчӗ: — Шухӑшласа тупрӗҫ… — Ара эпӗ лашасене мӗнле пӑхмаллине пӗлместӗп-им-ха? Ун умне Анна Сергеевна сӑнӗ тухса тӑчӗ, унтан ҫамрӑк тӑлӑх арӑмӑн хӳхӗм сӑнӗ витӗр пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех урӑх сӑн тухса тӑра пуҫларӗ. Ҫурри ишӗнмӗ ҫуртӑн тепер вӗҫӗнчен пӗр темӗнле кӗлетке йӑпшӑнса кӗчӗ, анчах ачасем ӑна курмарӗҫ. Самӑртакан чӑхсене суккӑрлатса тӑрантарса пӑхнинчен чӑхсем суккӑрлатнӑ хыҫҫӑн апат ытларах ҫисе хӑвӑртрах самӑрланни курӑнать. Хӑйне тахҫантанпах аптратса ҫитернӗ нимле мар туйӑмпа Половцев сасартӑк тӗлӗнмелле уҫӑмсӑр сасӑпа ҫапла каласа хучӗ: — Старик тӗрӗс калать пулмалла, Лятьевский пан. Вӗсем ҫӗр ҫурӑкӗсем урлӑ сиксе каҫаҫҫӗ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем тӑрӑх хӑпарса, вӗрен вырӑнне вӗсем пӗр-пӗрне алӑран ярса илсе усӑ кураҫҫӗ. — Ҫук, вуннӑшӗпех ҫухатман эпӗ. — Мӗн кирлӗччӗ-ши сана, чиперккеҫӗм? — терӗ лешӗ, хӗрача тем ӗҫпе килнӗ пулӗ тесе. Сӑмахран, вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: гхнм еху, гвнагольм еху, инлхмндвихлма еху, начар туса лартнӑ ҫурта вӗсем инголмгнмроглив еху, теҫҫӗ. — Халех пухуран тухса кайнӑ пултӑр! — вырӑнӗнчен йӗнер пускӑчисем ҫинче ҫӗкленсе тӑнӑ пекех ҫӗкленсе, чӗтрекен сассипе приказ пачӗ Нагульнов. Ҫарти паттӑр ӗҫсем хыҫҫӑн вӑл, креолкӑн чӗрине ҫавӑрса илесех тесе, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыва тавӑрӑннӑ. Вӑл нимӗҫ самолёчӗ шӑтартатнине те илтеймен. Ял совет председателӗ тахҫанах тухса кайрӗ, колхоз председателӗ чи юлашкинчен тапранчӗ. Ехусен кашни кӗтӗвӗн ертсе пыракан, унӑн хӑйне пулӑшакан фаворит пулать. Унӑн ҫырӑвӗнче Метеорологи сержанчӗ пирки те темиҫе йӗрке пулнӑ, — ку вара Алексее тӗлӗнтерчӗ. Ун чухне хӑйсем ҫак уява епле лайӑх кӗтсе илни ҫинчен те нумайччен калаҫса ларнӑ. Акӑ мӗнле пулчӗ вӑл. — Тӗрӗс тавҫӑратӑн эсӗ, пике. Вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗринпе килӗштермесӗр пурӑнни пулман. Бек-Асамалов пуҫне кӳренӗҫлӗн сулкаласа илчӗ. — Мӗнле? — тесе ячӗ Гленарван. — Эсир каланипе Гарри Грант… — Эпӗ тӗрӗссине калатӑп, — тесе пӳлчӗ ӑна Паганель, — французла документри austrai текен сӑмах, эпир халиччен ӑнланнӑ пек, кӑнтӑрти тени пулмасть; вӑл Австрали сӑмахӑн пайӗ ҫеҫ. Сире вӑй-хӑват тата тимлӗх сунатпӑр. — Ку сирӗн хӑвӑрӑн кивӗ сатирӑллӑ ҫулӑн йӗрӗсем… Шӑппӑнрах калаҫ. Ирхине пӗр тӑватӑ сехет тӗлнелле Сузи экспедицири пилӗк ҫынпа пӗрле ҫулҫӳревҫӗ хӳшшипе кӗнӗ. — Ав ҫавӑн упӑшки атӑ-пушмаксем юсакалать, вӑл сана та пулӑшӗ, урана тӑхӑнмаллисӗр кунта вилӗм, — терӗ. Анчах, ҫапах та, Ганс та пӗрлех пулнипе тата Исландирен илнӗ хӑш-пӗр хыпарсене пула, общество ҫак ӗҫ ҫине пыра-киле урӑхларах пӑха пуҫларӗ. Ҫук, ун йышшисем мар эпир! Пурте ҫуран та, утпа та ҫӳресе курнӑскерсем; вӗсем Анатоли ҫыранӗсем, Крымри тӑварлӑ вырӑнсемпе ҫеҫенхирсем, Днепра юхса кӗрекӗн мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк ҫырмасем, мӗнпур заливсемпе Днепр утравӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, Молдави, Волоша, Турци ҫӗрӗсенче пулнӑ, козаксен икӗ рульлӗ киммисемпе Хура тинӗс урлӑ пур ҫӗрте те каялла-маялла каҫнӑ; пӗр харӑс аллӑ кимӗ ҫинче ларса пырса питех те пуян тата питех те ҫӳллӗ карапсене тапӑннӑ, туроксен сахал мар галерне шыва путарнӑ, хӑйсен ӗмӗрӗнче нумай-нумай тар персе пӗтернӗ; ют ҫӗршывран кӳрсе килнӗ хаклӑ йышши пусма-тавара пӗрре кӑна мар ура тӑли валли ҫурнӑ; йӗм кантӑри патӗнчи енчӗкӗсене пӗрре кӑна мар йӑлтах таса кӗмӗл тултарнӑ. Вӑл шутламасть те; сӑра ӗҫет — ҫавӑ ҫеҫ. Тен, ку каллех ман ҫӑлтӑр тухнипе пулать пуль… Княгиня пирӗн умра Вера упӑшкипе пыратчӗ, ҫавӑнпа вӑл нимӗн те кураймарӗ; анчах пире уҫӑлса ҫӳрекен чирлӗ ҫынсем курма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫав ӗнтӗ сӑмах юптарса чи йӗкӗлтекенсем, ҫавӑнпа эпӗ вӑл хӗрӳллӗн чӑмӑртанӑ алла хӑвӑрт туртса илтӗм. — Боримечка, ху каласа пар-ха чуллӑ сӑртран упапа пӗрле мӗнле йӑваланса аннине, — терӗ Остен. Ахӑртнех, капитан суранланнипе ҫапла пулӗ тесе шутларӑм. Унтан каллех хама, тусӑмсене ҫакнашкал хӑрушӑ вӑхӑтра, хурал тӑма та никама хушма ҫук чухне пӑрахса кайнӑшӑн ятласа илтӗм. Аялта халӗ пӑхӑр тӗслӗ хӗрлӗ пуш хир тӑсӑлса выртать, — куҫ ытамлайми. Пӗлетӗн-и эсӗ, ҫӗр варрине анса ҫитмешкӗн пирӗн мӗн пурӗ те ултӑ пин километр анчах юлчӗ? Пӑхсах курӑнать: ҫутҫанталӑкра сӑнанине художник малтан хӑй чӗрине вырнаҫтарнӑ, кайран вара чӗринчен чаплӑ юрӑ кӑларнӑ евӗр ӑна пир ҫине ӳкерсе хунӑ. Хам никам майлӑ та маррине ӗнентерес шутпа эпӗ сана мӗн калам, итле: акӑ Инсаров господинӑн пултарулӑхне кӑтартакан формулярлӑ список. Вӑл революци художникӗ пулнӑ, вӑл революциллӗ шухӑша аслӑ та чаплӑ ӑста пекех пӗлсе тӑратчӗ. Апла мӗн, манӑн тусӑмсем чӗрӗ. Сильвер, вӗсем мана дезертирла пӑрахса кайнӑшӑн ҫиленни ҫинчен, ҫирӗплетсе панине ӗненме хатӗр пулсан та, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм. Ваҫили Андрейч лаша ҫине утланма хӑтланса ҫунана тайӑнтарсан, Миките сӗвенсе ларнӑ ҫуна хыҫӗ туртӑннӑ, та ҫуна тупанӗ Миките ҫурӑмне пырса ҫапӑннӑ. Миките вӑраннӑ та унӑн ирӗксӗрех вырӑнтан тапранмалла пулнӑ. Ӑна тахҫантанпах кӗтетчӗҫ; ун ҫине шанатчӗҫ. Тискер кайӑк ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Тельняшкине тӑхӑнса будкӑран тухсан тин вӑл пурне те ӑнланса илчӗ. — Ҫамрӑк ҫын мар вӗт эп… унсӑрӑнах пӗлетӗп… Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те йӑл кулса илчӗҫ, унтан Людмила:— Манӑн сӑмавар мӗн тӑвать-ши унта? — тесе пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Чи малтан элекҫӗсем ҫинчен калакан закона асӑнам. Эпӗ пупсене сӑнран ытларах юратмастӑп, Микель, анчах мон-синьор Монтанелли ытти кардиналсем пек мар. Эпӗ хӳтӗлекене сӑмах патӑм, хӳтӗлекен кирлӗ мар япаласем ҫинчен лӗпӗртетрӗ, ҫавӑнтан вара пирӗн пурте айӗн-ҫийӗн ҫаврӑнса кайрӗ. Шухӑшӗпе вӑл аннене курасшӑн пулнине ӑнлантӑм та чарӑнса тӑтӑм. Халӗ хушӑксен варринче йывӑҫемпе тӗмсем хупланӑ чулсен капмар катрамӗсем курӑнаҫҫӗ. — Сире эпӗ мӗн шухӑшлани интереслентерет пулсан, акӑ мӗн калам: эпӗ икӗ пункт пирки те килӗшместӗп. Вӗсем хула хӗрринче ларакан йывӑҫ пӳртсем ҫумӗн чупса пынӑ чухне йытӑсем вӑранчӗҫ те вӗрме тапратрӗҫ. — Вӑйлӑ эпӗ. Тӗрлӗ йышши шӑрчӑксем, упа нӑррисем курӑк айӗнче хӑйсен пӗр евӗрлӗн чӑрлатакан кӗввине янратма тытӑнчӗҫ. Огнянов тепӗр ҫӗрелле чупса кайрӗ те таврана пӑхса ҫаврӑнчӗ. Такам килчӗ-и? — илтӗнчӗ каллех. — Наташа… ытах та ывӑл пулсан, ывӑл ҫуратса парсан — ылтӑнлатӑп сана! — аран-аран сывлӑшне ҫавӑрнӑ вӑл. Юлашкинчен ҫапах та килӗшнӗ: сӑмах хунӑ кун унӑн каҫхи апат тума тухмалла мар, пуҫ ыратать тесе, хӑйӗн пӳлӗмӗнчех лармалла пулнӑ. Ӗненӗр мана: Эсир мана юратма пӑрахнине ӗненме пултарнӑ пулсан, эпӗ тахҫанах — эпӗ хама хам питӗ юратнине Эсир пӗлетӗр — Сире чӑрмантарма пӑрахнӑ пулӑттӑм. — Маншӑн пурте паллӑ, — терӗ вӑл. Оленин ун аллинчен хӑйӗн аллине туртса илчӗ те хӗрӗн ҫамрӑк ӳтне хыттӑн ыталарӗ. — Чӑнах-и? — Темӗн мар!.. Ҫӑлтӑрӗ хӑй тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ, анчах та унӑн савӑнаҫлӑ ҫути вӗҫсӗр талккӑма татах та нумӑй вӑхӑт хушши шӑтарса килсе, ҫынсем патне тахҫанах сӳннӗ ҫӑлтӑрсен чечен йӑлтӑравне илсе ҫитерет. — Суятӑн, Максимыч? — тесе хучӗ капитанша, — Полежаев патӗнче ахаль те тӑвӑр, ҫитменне, вӑл манӑн кум, тата вӑл эпир унӑн начальникӗ иккенне асрах тытать. Вуласа кӑлармалла мар ҫырнисене нумай курнӑ-ха эпӗ. Сӑмахран, Валя Жуков ҫырнине учительсем вуласа кӑлараймасӑр хӑйсенчен кулать тесе тарӑхатчӗҫ. Ӳлӗр, эппин, пит ӳлес килет пулсан, ыран ирех ӗҫе татас пулать. — Ара пуҫ тайса ан тӑрсам ӗнтӗ эсӗ, путсӗрскер! — Андрей хутне кӗчӗ тарӑхса кайнӑ Любишкин. — Ан тархасла эсӗ ӑна, хӑвӑн мӑнкӑмӑллӑхна хӗрхен! Ҫав тери лайӑх пулать ун чухне пурнӑҫ. Паян ман дежурство… Вунултӑ картлашка анмалла. Ан тив, мӗн иккенне турӑ пӗлтӗр те, эпӗ каймастӑп. Ун ҫинчен сире мана ҫӑлакан паттӑр Зеб Стумп каласа патӑр. — Крепостной право ҫинчен те пур! — терӗ Павел, ӑна урӑх кӗнеке парса. — Ҫӗпӗртен вӑл, инҫетрен! Корчагин кӗнекене хупрӗ. Анчах вӑл хӑй йӑнӑш шухӑшланине пирвайхи кунах курчӗ. Мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн ирӗклӗхӗршӗн вилес теместӗп. Именнӗ пек пулса, вӑл янахне пӳрнисемпе тӗрткелесе илчӗ: — Виноват, генерал юлташ! — терӗ вӑл. — Тула тухмалли уткӑпа усӑ курасшӑн мар, шутласа пӑхӑр-ха эсир! Эпӗ астӑватӑп пулсан, ҫакӑнта инҫех мар пӗчӗк юханшыв пулма кирлӗ. — Алупкӑра дворец тытса тӑнӑ Воронцова ҫитме, паллах, сана инҫе-ха, — терӗ вӑл, Марья Ивановнӑн ҫуртне пӑхса ҫаврӑнса, — анчах пурӑнма пулать. — Ман сӗнӳ пур, — терӗ капитан Сломан. — Эпӗ мӗн илтнине пӗлетӗн-и, Юра, — терӗ Виктор Огарнов, — Воропаев анчахрах шкула килнӗ, теҫҫӗ-и? Уйрӑмах кивелнӗ скороход ботинкине тӑхӑннӑ урасем хытӑ шӑнаҫҫӗ. «Ҫак указ халӑха ытла та тарӑхтарса янипе, пирӗн летопиҫсем каланӑ тӑрӑх, ун пирки ултӑ пӑлхав пулнӑ, ҫав пӑлхавсем вӑхӑтӗнче пӗр император хӑй пуҫне ҫинӗ, теприне вырӑнтан сирпӗтсе антарнӑ. Ирхине Андрее пулемёт пачӗҫ, анчах вӑл юсавлах мар иккен, ӑна мастерскоя илсе кайма тиврӗ, мастерскойӗ стрелковӑй батальонсенчен пӗр виҫӗ километрта, пӗччен ларакан лесник пӳртӗнче-мӗн. Унтан, трамвай ҫинчен ҫынсене хӑваласа антарнӑ та, платформӑсем ҫине ансӑр чугун ҫул валли рельссем тиенӗ. Маша ашшӗ хӑй «Лайӑх апат пӗҫересси» ятлӑ кӗнекесӗр пуҫне урӑх нимӗн те вуламан. Ҫакна пула, вӑл хӑй хӗрне мӗнле кӗнекесем вуламаллине кӑтартса, ӑс парса пыма пӗлмен. Ҫавӑнпа та Маша, тӗрлӗ кӗнекесене пӑхкаласа тухнӑ хыҫҫӑн, паллах, романсем вулама тытӑннӑ. — Ытлашши сӑмахсӑрах кайӑпӑр. — Ачасем мӗнле? — Ҫук, эпӗ апла каламастӑп. Лещинский Павела часах палласа илнӗ те унӑн, тӗлӗнсе кайнипе, ҫинҫе куҫхаршисем ҫӗкленнӗ. — Дмитрий м-р, — пӳлчӗ ӑна Эмиль тархаслакан сасӑпа: — мӗншӗн мана эсӗ теместӗр эсир? Унсӑрӑн эсир питӗрнӗ пӳлӗмре ирчченех ларнӑ пулӑттӑр. Шалти тӑшмансем тесе эпир пӗтӗмпех саккуна хирӗҫле тӑракансене калатпӑр. Кунта эсир мӗнпур этемлӗхрен татӑлса юлатӑр. Ӗҫ ҫине ҫирӗп пӑхакан туристсем, вӑл ӗлӗк-авалхи ӑстаҫӑсене кирлӗ таран вӗренмен, унӑн «стилӗ» ҫук, французсенчен вӗреннӗскер теҫҫӗ; акӑлчансемпе американецсем ӑна тем чухлӗ ӗҫ пӑрса тултарнӑ. Вӗсене йышӑнма пӑрахса уйӑрӑлма та май килмест… — Яр-ха, тетӗп. Тӑватӑ сехет хушши нимӗне пӗлтермен пули-пулми ҫинчен калаҫсах иртсе кайрӗ; Анна Сергеевна итлессе те ӑшшӑн кулмасӑрах итлерӗ, калаҫасса та ӑшшӑн кулмасӑрах калаҫрӗ. Сывпуллашнӑ чухне кӑна унӑн куҫӗнче халичченхи кӑмӑлӗ хускалнӑ пек пулчӗ. Океан ҫыранӗсем пуш-пушах. Вӑл хӑпӑл-хапӑл ӑнлантарчӗ: паян, каҫхине ҫичӗ сехетре, Марс уйӗнчи радиотелефон станцийӗ, — ҫак пӗтӗм эрнери пекех, — халӗччен пулман вӑйлӑ паллӑ мар сигналсене кӗтет. Пӗтӗм отделенипе харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ. — Кайрӑмӑр. Анчах ан шавлӑр. Мӗншӗн пӑшӑрханмалла-ха унӑн? Гленарван, Паганель, Мак-Набс, Роберт, Джон Мангльс, Ольбинет тата икӗ матрос пурте пӗр шухӑшлӑ пулса ӗҫе тытӑнчӗҫ. Ҫуркуннеренпех, ҫатан хыҫӗнче ҫурҫӗр енче те юлашки юр, тап-таса шыв юхтарса, пусӑрӑнма пуҫланӑранпах, Разметновсен килне пӗр мӑшӑр хир кӑвакарчӑнӗ иленчӗ. — С-а-в… Тепӗр ирхине хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать пулин те, сивӗ ҫӗрте выртса каҫнипе эпир ӗнтӗ шӑнтӑмӑр. — Вунулттӑра. Ҫирӗп ӳт-пӳллӗскер, хӑйне майлӑ атлет пулнӑ вӑл! Елена пуҫне чиксе, куҫӗсене пӗр сиктермесӗр малалла пӑхса утрӗ. Ҫураҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ часах авлантӑм. Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра ун патне король адьютанчӗ (урӑхла каласан ӑна слардрал теҫҫӗ) пычӗ те ҫав самантрах мана король ҫуртне король майрипе ун ҫумӗнчи дамӑсене йӑпатма илсе пыма хушрӗ. — Вара мӗн, эпӗ «ваше благороди» пулни ҫинчен манӑн ҫамка ҫине ҫырса хунӑ-им-ха? Ман помощникре ху ӗҫлерӗн, эппин — никама вӑрҫмалли те ҫук. Хохлов кӑххӑмлатрӗ те ҫӗкленчӗ: — Мстислав Сергеевич, эсир хӑвӑр хӑрамастӑр-и вара? Мӗн ара пит, эпӗ вӑл ҫылӑхсене хам ҫине хам ярса тултартӑм-и мӗн? Анчах ҫапах та Артур Монтанеллие хальхин пек нихҫан та хытӑ юратман. — Александра! Пӑхатӑп та — Бак та тӑрса тухса кайнӑ. Эккей, пальтуна епле лӳчӗркесе пӗтернӗ эсӗ! Эпӗ ҫакна ӗненмесӗр, куҫсене пӗр сиктермесӗр пӑхса тӑратӑп. — Доктор, сире алӑка сыхлама хушатӑп, — терӗ вӑл. — Нимӗн те ӑнланмастӑп. Тем амакӗ ҫеҫ ку! — Калаҫтӑр! Ҫил шавӗ ҫумне тата темӗнле хаваслах мар та пӗр пек илтӗнекен шав хутшӑнчӗ. Том Аустин! Кураймастӑп!.. Чинара айӗнче ахалех ним усӑсӑр ҫӗрлеччен ларса ирттернӗ Ерошка мучи тӗттӗм пӑлтӑра пырса кӗчӗ. Шотландин икӗ яхти Бен Джойс шайкин аллине ҫакланнӑ та пиратсен карапӗ пулса тӑнӑ! Вӑл хунар ҫутса мӗн кирлине сумкӑна чикрӗ те, иксӗмӗр пӗрле тухрӑмӑр. «Полковниксен палати» тени иккӗмӗш этажри коридор вӗҫӗнче пулнӑ. Шухӑшласа кӑларнӑ япала ку! — Ҫапла… М…цов вырӑнне йышӑнчӗҫ. Хӳхӗм кӳленчӗк! Вунпиллӗкӗшне вӗлерчӗҫ, ытти халӑх тарса саланчӗ. Шыв кукринчен виҫӗ миля анатарах пӗр пӗчӗкҫеҫ хула ларать, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн герцог: «Пӗр япала шухӑшласа кӑлартӑм, халӗ ӗнтӗ эпир кӑнтӑрла та ишме пултаратпӑр. Хӑй ӗмӗрӗнче ни чиркӳре, ни Елисейски дворецра пулса курманскер, вӑл исправительнӑй полици сучӗ пек чаплӑ япалана ӗмӗрне те курман. Хӑйсене вӗсене пире тытса тӑра-кан алӑ валли юрӑхлӑ тунӑ ӗнтӗ, — вӗсем хӑйсене мӗн хушнӑ, ҫавна шухӑшламасӑрах, вӑл мӗне кирли ҫинчен ыйтмасӑрах тума пултараҫҫӗ. Апла пулсан та вандеецсем Ла-Рошель крепоҫне хӑратса тӑнӑ, тинӗсре вара акӑлчансен флочӗ хӑйсен темиҫе, полкӗнчен тата вӗсемпе хутшӑннӑ французсен флот офицерӗсенчен таракан десантне ҫыран хӗррине антарма де-Лантенак маркиз хушасса кӗтнӗ. Ҫапла вӗсем виҫӗ е тӑватӑ хут турӗҫ. Машинӑна питех те майлӑ хайласа тунӑ, ӑна кашни хут ҫавӑрмассерен хӑма таткисем урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса лараҫҫӗ, ҫакна май вара вӗсем ҫинче ялан ҫӗнӗ сӑмахсем сиксе тухаҫҫӗ. Ҫапла, ун ҫинчен мӗн пӗлни, тавҫӑрни — пурте ҫак чӗмсӗр, ҫын хуйхинчен усаллӑн ҫеҫ кулакан ҫынран шиклентерчӗ. Юлашки, тепӗр тимӗр юлчӗ. Ҫур сехет. — Вутпа ӑшаламалла сире комендантӑр-мӗнӗрпе. Доктор, сиртен ыйтатӑп… Ганс! Сирӗн пирки япӑх калаҫмаҫҫӗ, япӑх мар, — пӗтерчӗ хӑй сӑмахне Васютин. Ӑнман япалапа килӗшме пултараймасть вӑл, ахальрен мар унӑн пичӗ тӑрӑхах вӑл хуйхӑрнине пӗлме пулать. Ну, акӑ вӑл, бригада станӗ, ҫитрӗмӗр! Сывлӑшра паҫӑртанпа ӗнӗк шӑрши пурри сисӗнет. Тӑкӑннӑ эрех Фратю господинӑн ҫуллахи пиншакӗпе брюкине вараларӗ. Хӑй типшӗмрех пулсан та унра меслетсӗр вӑй вӗресе тӑни таҫтан курӑнса тӑрать. Бруно чӗрчун пурӑнакан тӗнче пит нумай, ҫут тӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр, тесе вӗрентнӗ. Ҫакӑ вӑл тӗнчене турӑсем тунӑ, Христос Ҫӗр ҫине пӗлӗтрен аннӑ, текен вӗрентӗве хирӗҫ пулнӑ. — Эпӗ ҫывӑрнӑ чух вӑл хам витӗнсе выртнӑ байковӑй утияла вӑрласа кайма тӑчӗ. Вӑл шӑппӑн калаҫнӑ, анчах ӑна пурте илтнӗ. — Ҫапла, — терӗ Бат. Вӑл вилнӗ козаксем хушшинче те курӑнмарӗ. Пӗр мӗлкесӗр вак-тӗвек йывӑҫ тӗмӗсен хушшинче шывсем шӑнкӑртатса юхса выртаҫҫӗ. — Мӗнле принципшӑн? — тесе ыйтрӗ Шубин. Кӑнтӑр енче Джисленд ҫыранӗсен ем-ешӗл айлӑмӗсем, сӗм вӑрмансемпе ылтӑн тупӑнакан пӗчӗк шывсем курӑнаҫҫӗ. Тепӗр енчен, сире юратман пирки, вӑл хӑрушлӑха ытлашши ӳстерсе кӑтартать пек туйӑнать мана. — Ӗненетпӗр, ӗненетпӗр! — кӑшкӑрса ячӗҫ пурте, интересленсе кайса. — Акӑ мӗн. Американецсем Австри чиккисем патне васкаҫҫӗ. Пӗчӗк ушкӑн сывлӑш кӗмен, тен, йӑлтах шыв айӗнче ларакан йӑвана хупӑнса питӗрӗнсе юлнӑ иккен. Умӗнче комендант — патмар, ҫӳллӗ старик тӑрать. Хӑй колпакпа тата китай пуставӗнчен ҫӗлетнӗ халат тӑхӑннӑ. — Мӗнпур пирӗн пурнӑҫа хӑйсен курпунӗсем ҫинче сӗтӗреҫҫӗ вӗсем! — ҫӗтӗлсе кайса ҫуйӑхнӑ Ежов. — Шырӑрах, — шӑппӑн каласа хучӗ Цанко, хунарне илте те вара тӗрӗксемпе пӗрлех хӑй те утрӗ. Факел! — тесе кӑшкӑрса ячӗ профессор. — Ывӑлу-и? Эпӗ хам ӗненместӗп те, анчах вӗсене кунта илсе килнӗ иккӗмӗш рангри военврач ҫак икӗ ури те аманни вунсакӑр кун хушши нимӗҫсен тылӗнчен упаленсе тухнӑ, тесе ҫырать. — Ну, мӗн калӑн? — ҫӗҫҫипе сула-сула илчӗ вӑл. — Чӗ-ӗн килна! — Костя ҫара урисене юр кӗрпи ҫинче хускаткаласа илчӗ. Пӗлӗтри пекех — нимӗнле тӗркӗшӳ те ҫук! Аманнӑ-и? Суя пӗлтерӳпе награда ҫинчен калас тетӗн пулсан, ҫав япаласем мӗн тума кирлӗ пулнине эсӗ ӑна ӑнлантарса пар, тен, вӑл сана ӗненӗ. Алексей тутӑхса, тусанланса ларнӑ пистолетне хӗвӗнчен туртса кӑларчӗ, икӗ аллипе те тӑрмашса курока каялла туртса лартрӗ. Эпӗ ура ҫине тӑрса утса ҫӳреме тытӑннине курсан, халӑх тӗлӗнсе епле шавлама пуҫланине сӑмахпа та каласа пама ҫук. Мӗнешкел кӗвӗпелен янӑратчӗ вӗсен юбкисем чӑшӑлтатни те чӑштӑртатни! Хуҫи халь те хумханнӑ, аллисене сӑтӑркаласа саланма тытӑннӑ… — Эсӗ мана сыватрӑн-и?.. — Ҫак вартан пуҫна кӑларсанах — пӗтрӗн! Хӑйӗн куртка кӗсйине хыпашласа пӑхса, вӑл йывӑҫ хуппи ҫухалманнине пӗлчӗ те шыв хӗрринчи вӑрман тӑрӑх малалла утрӗ. Унӑн тумтирӗнчен шыв юхать. Вӑл макӑрмарӗ, макӑрма шутламарӗ те, анчах ҫапах та унӑн питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ. Куҫа та хупаймастӑп. Вӑл хайхи тӑватӑ уран упаленсе пынӑ ҫын йӗрӗпе утрӗ, нумаях та каяймарӗ, хайхи йӗр вӗҫне ҫитсе те тухрӗ. Саккунсене ҫирӗп тытни пире халӗ нихӑҫанхинчен те ытла кирлӗ. Ватӑ пӑши хырлӑхра чултан тунӑ кӗлетке пек хытса тӑчӗ. — Апла пулсан, эсӗ мана урӑх юратмастӑн-и?.. Айртон вӑл ҫырӑва манпа пӗрлех вуларӗ, ҫитменнине тата вӑл мана Австрали ҫыранӗсем патне кайма та ӳкӗтлесе пӑхрӗ. — Атте пиртен именнӗ пек тата айӑплӑ пек пулнине курасси маншӑн йывӑр пулчӗ, эпӗ ун патне ҫывхарах пытӑм, анчах Володя, туртма чарӑнмасӑр, пуҫне усса, ҫаплах пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗ. Паганель пулма пултарайманнине тӑвасшӑн. Ҫапах та уйрӑлун хӑш-пӗр ытамлӑ ҫупӑрлавӗсем мухтавлӑ ҫыннӑн кӑмӑлне килӗштерсе те пычӗҫ пулмалла. — Нимӗн те! Эпӗ хама мӗн пулнине пӗлетӗп. — Персие каятӑп, унтан тата лерелле… — Мӗнле, батюшка, Дубровский мар? Павел чӗнмерӗ. Вӑл амӑшӗпе юнашар ларчӗ те, ӑна тем ыйтнӑ пек куҫӗнчен пӑхса, малалла каларӗ: — Эсир ӑна пушатас тетӗр пулсан, — эпир сире ку ӗҫре хапӑл тусах пулӑшӑпӑр! — Кунашкал кунсем, ӗҫҫи евӗр, чӑннипех те хӗрӳччӗ, вырсарникунхи кану ҫинчен вара, — темиҫе сехет ытларах ҫывӑрма пулать-ҫке-ха, — ҫӑтмахри ырлӑх вырӑнне хурса, пӗтӗм полк, командиртан пуҫласа туснӑ-тӑлпӑснӑ чи-чи начаркка тиншӗк таранах, тӗмсӗлсе ӗмӗтленетчӗ. Кил вырӑнӗсем кунта ҫав тери пӗчӗк, колхозниксем калашле, «пӑрусем сӑмси ҫинче тусанӗсене те ниҫта тасатаймаҫҫӗ», ҫавӑнпа та виноград валли хатӗрленӗ пысӑк ҫӗр лаптӑкне колхозниксене валеҫсе пама тивнӗ. Пирӗнпе килӗшекенсене, пирӗн ҫирӗп кӑмӑл-тӗллеве пӑхӑнакансене пурне те ялта ҫурт-йӗр уйӑрса паратпӑр, хӑтлӑ пурнӑҫпа тивӗҫтеретпӗр. Ҫӗр пичӗ ҫинелле ҫывхарнӑҫемӗн хӗрӳ чакмалла чухне тата хытӑрах вӑйланса пырать, ҫакӑн сӑлтавӗ сӳнмен вулканран килет. Вӗсем малтанхи пекех ерипен уттарса пычӗҫ, анчах Давыдов, хӑй тӑрӑшни кӑлӑхах пулнине кура, Аржанова васкатмарӗ ӗнтӗ. Пиччӗшӗ куҫхаршийӗсене антарса ҫаплах-ха чылайччен сӑмах хушмасӑр тӑчӗ. Бекки шарика тӗртсе ячӗ те, шарикӗ ӳкрӗ, урай тӑрӑх кусса кайрӗ. Шапасене ҫиет, — шаписем вӗсен кашни пӗр вуншар кӗренкке. Кралич хапха леш енче выртакан йытта ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑратрӗ иккен. Анчах, тӑшмана хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑнах, ун вырӑнне ҫӗнӗ дори орденлӗ шурӑ колоннӑллӑ сарӑ будка шӑтса тухнӑ, ун патӗнче каллех Юрко секирӑпа тата тӑла броняпа ҫӳреме тытӑннӑ. — Вӑл пирӗн паталла килет вӗт, чӑнах вӗт? — тесе ыйтрӗ плантатор, хӑй куҫӗсене шанмасӑр. — Нумай, амӑш, нумай, — тет те Лукашка амӑшӗ пуҫне сулать. — Кунта мӗн пурри те пӗрре чӗркемелӗх ҫеҫ. Ҫынсем ӑна хӗрӗх ҫулта, тенӗ, анчах шап-шур ӳт айӗнчен хӗрлӗ тӗс палӑрса тӑракан пичӗ ҫине пӑхсан, вӑл вӑтӑр ҫула та ҫитмен пек туйӑннӑ:— Алешинька, кӑйкӑрӑм, — тенӗ те вӑл, тилӗнни пек ҫивӗч шӑлӗсене кӑтартса, амӑшӗ ачине хупланӑ пек, Алексее хӑйӗн кӗлеткипе хупланӑ. Каҫхине, пӗр ҫичӗ сехет тӗлӗнче, эпӗ бульварта уҫӑлса ҫӳреттӗм. Ахаллӗн эп сана хам хута кӗнӗ тесе пӑхса тӑмӑп. Ман тӗлте симӗс турачӗсем ҫинчен сывлӑм тумламӗсене силентерсе лӑсӑллӑ вӑрман янтраса ларать; сулхӑнра, йывӑҫсем айӗнче, упа саррин тӗрӗллӗ ҫулҫисем ҫинче ирхи тӑм кӗмӗл парча пек йӑлтӑртатса тӑрать. Симурдена суранланнисене вырнаҫтарнӑ пысӑк пӳлӗмпе юнашар пӗчӗк пӳлӗме вырттарчӗҫ. Мӗнле те пулин хулари астроном унта Хӗвел хӑҫан тӗттӗмленессине кӗтсе пурӑнас пулсан, унӑн нумай ҫул хушши кӗтмелле пулать. Рене! Ку салана пырса кӗнӗ чухне эпир пӗр чӗрчуна та тӗл пулмарӑмӑр; урамра чӑх-чӗп те, йытти те ҫук; пӗр татӑк хӳреллӗ хура йытӑ ҫеҫ пирӗн умран пачах типсе шалтӑркаса кайнӑ валашка айӗнчен васкаса сиксе тухрӗ те ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, пӗр вӗрмесӗр хапха айне кӗрсе кайрӗ; валашка айне вӑл шыв ӗҫес килнипе кӗрсе кайнӑ пулмалла. Марспа Ҫӗр Хӗвелтен тӗрлӗ енче тӑнӑ вӑхӑтра ӑна сӑнама питӗ йывӑр. Анчах вӗсемпе ҫывӑхланма нимрен ытла манӑн ҫирӗм тенкӗлӗх пустав сюртук, ҫӑмӑл урапа тата голландски кӗпе чараҫҫӗ. Ҫак чӑрмав маншӑн уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ: эпӗ тулӑх пурнӑҫ паллисемпе вӗсене хам та сисмесле кӳрентернӗ пек туйӑнать мана. — Ҫапла, сутӑнчӑк, ку эпӗ! — хирӗҫ тавӑрчӗ аялтан хытӑ сасӑ. Часах Катьӑпа пирӗн хушӑмӑрти калаҫу пулчӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчи лупашкасемпе сӑрт тӗмескисем ҫӗрӗн аялти сийӗсем вӑйлӑн хускалнине пӗлтереҫҫӗ. Айӑпланакана юлашки сӑмах калама хушаҫҫӗ. — Юрӗ, юрӗ, турӑ сыхлатӑр сире! — мӑкӑртатса илчӗ амӑшӗ. Вӑл мӗн пулассине малтанах пӗлсе тӑрса, тухтӑр ӗҫне нимӗн чухлӗ те шута илмест, тейӗн. — Ӑҫта? — тесе ыйтрӗ ученый. — Ҫапла ҫав, авалхи тискер кайӑксен шӑммисем, — терӗ профессор. — Пирӗннисем! — ахлатрӗ Андрей. Эпӗ килелле утрӑм, — шӑхӑрни тата кулни ман хыҫҫӑн янраса пыратчӗ, кӗтӳҫӗн пушши шартлатнӑ пек, тем шартлататчӗ. Хушӑран аманнӑ ҫын йынӑшни тата: «носилка!» тесе кӑшкӑрса яни тӗлӗнтерет. Хӑйне мӗншӗн айӑпланине те уҫҫӑн пӗлмен пулсан ӗнтӗ, хӑй чӑтса ирттерме тивӗҫ наказани мӗне пӗлтернине те, ҫавӑн пекех, ӑнланма пултарайман вӑл. Де-Лантенак маркиз Бретаньре пысӑк вӑй шутланать: хресченсемшӗн вӑл вӗсен княҫӗ. — Никама та хур кӑтартман эп, Калчо! Пушар хӑйӗн ҫулӑмӗпе хитреленсе ялкӑшма тытӑнчӗ. Хумханса тӑракан ҫӑра та тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм ӑшӗнче вӑл е нумай пуҫлӑ хура ҫӗлен пек, е хӗрлӗ аҫтаха пек вӗлтлетсе тӑрать. Коммунарсем пӗр сасӑпах: уйрӑм харпӑрлӑха пӑрахӑҫа кӑларнӑ закона пӑсса, юлташсене улталакан коммуна членне коммунӑран кӑларса пӑрахмалла, тесе йышӑнчӗҫ. Лаши, юханшыв тӗпӗнче сапаланса выртакан яка чулсем тӑрӑх таканӗсемпе чанклаттарса утнӑ хушӑра, шыв ӗҫме туртӑнчӗ, анчах юланутҫи ӑна хистесех малалла васкатрӗ. Апрелӗн 30-мӗшӗнче вӑл халӗ Городцов председатель пулса ертсе пыракан «Микоян» колхозра тата «Первомайскинче» праҫник умӗнхи пухусем туса ирттерчӗ, «Калинин» колхозне ӗҫкӗ-ҫикӗ пуҫланнӑ ҫӗре, питӗ каҫа юлса ҫитрӗ. Йывӑр курӑмсенчен хӑтӑлас тесе, Егорушка куҫне уҫрӗ те ҫутӑ ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Араукани урлӑ каҫса каять, Патагонин ҫурҫӗр енчи чиккин тӑрӑхӗпе пампассен хушшинчен пырса, Атланти океанӗн шывӗсенче ҫухалать. Сакӑр ҫул хушшинче унӑн пилӗк ача ҫуралчӗ. — Вӗлерес тӗк вӗлерес, каҫарас тӑк каҫарас. Австралин ҫыранӗсем те, Патагонин ҫыранӗсем пекех, нимӗн те кӑтартса памарӗҫ. — Лар, калаҫӑпӑр, — терӗ Лисицын, Корчагин аллине чӑмӑртаса. Вӗсене тӑватӑ-пилӗк миль таранччен хӑваласа кайрӗҫ. Тӗрме ҫынна пӑсмасть… Мӗн тума ҫавнашкал йӗрӗнчӗке пӳрт умнех хунӑ… Ноябрӗн 5-мӗшӗнче (ҫакӑн чух унти вырӑнсенче ҫулла пуҫланать) вӑйлӑ ҫил пире малалла хӑваланӑҫемӗн хӑваласа кайрӗ; ҫанталӑк пит тӗтреччӗ; сасартӑк карапран инҫе мар, пӗр ҫур кабельтовра, бурунсем сиксе тухрӗҫ. «Эпӗ мӗн шутлани тӗрӗс-и, ҫапла асапланма ман сӑлтав пур-и — ҫакна тӗплӗрех шухӑшласа пӑхмалла», — терем эпӗ. Председатель хӑйсене суд йышӑнӑвне вуласа панӑ чух вӗсем иккӗшӗ те ун ҫине тимлӗн тинкерсе, ним хускалмасӑр, хытса пӑхрӗҫ: «Пехотӑя N-ски полкӗнчи офицерсен обществин сучӗ, вӑл ҫаксенчен тӑрать, — вара судьясен хушамачӗсемпе чинӗсене каласа кайрӗ, — Мигунов подполковник председатель пулса ертсе пынипе, Николаев поручикпа Ромашов подпоручик офицерсен пухӑвӗн ҫуртӗнче хирӗҫӳ хускатанӑ ӗҫе пӑхса тухса, ҫапла палӑртать; пӗр-пӗрне йывӑр кӳрентернине пула ҫак обер-офицерсен харкашӑвӗ килӗшӳ тунипе вӗҫленме пултараймасть, ҫавӑнпа та офицерӑн намӑс тӳснӗ чысӗпе тивӗҫне хӳтӗлес тӗлӗшпе вӗсен хушшинче тытӑҫу туса ирттерни ҫеҫ кӑмӑл пусармалли пӗртен-пӗр май пулса тӑрать. Зал шавпа, ассӑн сывланипе, хуллен калаҫнипе, ӳсӗрнипе, урасем кӑштӑртатнӑ сасӑсемпе тулчӗ. Ҫук, вӑл ҫын ӑраснах тем пӗлсе тӑрать… — Лайӑхах астумастӑп, сэр, — ответлерӗ Морган. — Кайӑк ӑшӑ вырӑна тапранчӗ, — тесе ассӑн сывлать пӗччен Ҫӑрттан мучи, кайӑк-кӗшӗк ҫӳлте шӑхӑрса шавланине итленӗ май. Алексей хӑйне хирӗҫ «Геринг призывӗпе» ҫара илнӗ ача мар, Хӗвелтухӑҫӗнчи фронтра пысӑк ҫухатусем пулнипе нимӗҫ авиацинче пулса тӑнӑ шӑтӑка питӗрме васкаса, кӗскетнӗ программа тӑрӑх вӗрентсе ҫапӑҫӑва янӑ лётчик мар, «Рихтгофен» эскадринчи асс вӗҫсе пынине ӑнланнӑ. Хакла ларать! — Эпӗ — аташса кайрӑм, пӗлетӗн-и? Воропаев чирлесе ӳкнӗренпе ҫутҫанталӑк чылаях улшӑннӑ. Вилнӗ вара. «Кала». — Эсӗ тавҫӑруллӑ, председатель, — тепӗр хут каларӗ Хижняк, анчах хальхинче вӑл кулмарӗ. Начар сирӗн ӗҫ-пуҫсем, ман хаклӑ Юрий Алексеевич». Хӑвалакансем пурте сӑрт тӳпи ҫине хӑпарса ҫитнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Тӑрна та ҫула тухса кайнӑ. — Эсӗ, тӑмсай, селедкуна ан сулкала, — хӗҫне туртса кӑларнине лӑпкӑн, шӑл витӗр каларӗ атте. Сӑмах майӗн каласан, акӑ мӗнле ҫыру ҫырса ячӗ Елена тепӗр кунне Инсаров патне: «Саламла мана, Дмитрий тусӑм, манӑн каччӑ пур. Ҫамрӑк хӗрача пӗрре шанӑҫне ҫухатать, тепре каллех ҫавӑнпа ҫиҫсе илет: кимӗпе ишсе пыракансем хушшинче ӑна Гарри Грант курӑнать пек туйӑнать. Пирӗн вӑл ҫавӑн пек — ҫӗр айӗнчен шӑтса тухнӑ пекех ӳссе ларать. Эпӗ утиялпа чӗркенсе, пите ыраттаракан юртан сыхланса ун патне чупса пытӑм. Ун умӗнчи сӗтел ҫинче ик тӗрке тетрадь, хӑй вӑл куҫлӑхлпа, вӑхӑчӗпе аллинчи ручкине йӑнӑшсене пӗр хӗрхенӳсӗр турта-турта хуратчӗ. Ҫӗр татах тӗттӗмленсе пырать. Ҫав ҫын хӑй аллипе тата тепӗр хут Ҫӗр варрине анмалли ҫула кӑтартса хӑварасшӑн пулнӑ. — Хавас, — тесе пуҫларӗ Паганель. Анланчӗ вӑл, команднӑй пункт патне, сапёрсем ҫӗр каҫа хӑйне валли лайӑх блиндаж туса хатӗрленӗ ҫӗре чупса ҫитейрес ҫук ӗнтӗ. Кам хавас пултӑр-ха хӑйӗн хӗрне тӗп тума. — Ан кулян, Лёшка! — Апла пулсан, ҫӗнӗ вырӑна, ӗлӗкхине манса, тата лайӑхрах ӗҫлеме куҫса каяҫҫӗ, ҫапла-и? Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Санин кӳренсе те пӑхрӗ: хӑйӗн Джеммипе, хӑйӗн юратнӑ Джеммипе те нихӑҫан та ҫакӑн пек нумай ҫӳремен вӑл… кунта акӑ ку барыня ҫавӑрса та илчӗ ӑна — пӑх та кур! Унӑн хуҫийӗ сехет ҫине пӑхса мӑкӑртатать: — Тӑватӑ минут каярах юлчӗ, подлец… — тет. Вӗсем йӑлтӑркка шлепкеллӗ пӑтасем евӗр курӑнакан ҫӑлтӑрсем хушшинче тӳпен пӗр енче, е тепӗр енче курӑннӑ. Ак ҫав ҫыру, вӑл ман пуҫа манӑҫми кӗрсе ларчӗ: Эпӗ пӗрне-пӗри урӑх нихҫан та курас ҫуккине туйса пӗтӗмпех шанса ҫыратӑп. Турӑша таса мар алӑсемпе тытнӑ, саккунсӑр чуптунӑ, — вӑл ахаль иртес ҫук ӗнтӗ маншӑн, иртес ҫук! Выльӑха циркачсем сахӑрпа илӗртеҫҫӗ, анчах эпир, паллах, сахӑра лавкара илме пултаратпӑр. Ҫӗрелле персе аннӑ чух унӑн пуҫӗ ҫинчен каски вӑркӑнса кайнӑ иккен. — Пӗлетӗн-и, учитель, ун пирки ашшӗнчен ыйтса пӑхмалла. Пуҫламӑшӗшӗн анчах сутатӑп, паян эсир туянакан пӗрремӗш ҫын пултӑр. Вӑл урапа айӗнчен тухрӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ! Кукамай ҫук ӗнтӗ, анчах пирӗн ҫуртра ҫаплах ӑна аса илсе калаҫаҫҫӗ, тӗрлӗ сӑмахсем ҫӳретеҫҫӗ. Вӗсем чуптӑвӑшрӗҫ, Шурочка тути халӗ сивӗччӗ те ним хусканусӑрччӗ ӗнтӗ. Тухатланӑ кукӑль ҫинчен ӗмӗрне те илтмен. Пӗрре, эпӗ пирус туртма хӑтланса пӑхсан, вӑл мана хӗнеме тапратрӗ, эпӗ ҫапла каларӑм: — Ан тив, ахаль те мана кансӗр, пит хӑсас килет… — терӗм. Унтан Павка аллипе Галочкӑна хулпуҫҫийӗнчен тӗртсе:— Эсӗ мана купӑс калама кансӗрлетӗн, кӑшт сиксе лар, — тет. Авалхи грексен пӗр халапӗнче ҫапла ҫырнӑ: Гефест турӑ пӗлӗтрен сунтал ӳкернӗ те вӑл Ҫӗр ҫине ҫитиччен тӑхӑр кун та тӑхӑр каҫ вӗҫнӗ. Кулӑш!.. Петро Семиглаз парнесене хӑвӑрт нар ҫинелле кӑларса хума тытӑнчӗ. — Епле пултӑр-ха тата? Фабрицци профессорпа Флоренцири политикӑллӑ партисен ытти хӑш-пӗр пуҫлӑхӗсем пичет законне урӑхлатма ку чи меллӗ вӑхӑт тесе шутланӑ. — Мисс Пойндекстер, — терӗ вӑл хӑйне ӗлкӗрнӗ ҫамрӑк хӗре, — малалла пӗччен кайӑр. Радӑна вара пуҫ тӳпинчен пуҫласа ури тупанне ҫити, тиркешсе те кӑмӑлсӑр пулса, пӗр хут, ик хут пӑхса илчӗ. Шуҫӑм ҫути палӑрсанах, эпир Иллинойс ҫыранӗ енче, пысӑк шыв юппи пуҫланакан тӗлте, сӑмсахра, чарӑнтӑмӑр, пуртӑпа ешӗл туратсем касса сулла хупларӑмӑр, — вӑл пӗчӗк тӗмсем ӳсекен ланкашка пек курӑнтӑр. Ӗҫсем лайӑх. Хӗрарӑм ура ҫине сиксе тӑчӗ те, пӑшӑрханнӑ пек пулса, тинӗс еннелле, инҫете пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ темиҫе чаплӑ хӗре ашшӗ-амӑшсем савӑнса кайсах сифилислӑ пуян йӗкӗтсене качча панине пӗлетӗп-ҫке-ха. Анчах паян вӑл тата акӑ мӗншӗн килте юлма шутларӗ: вӗсен ӗҫне Огарнова хутшӑннӑ хыҫҫӑн Воропаевпа Лена амӑшӗ пӑртак хирӗҫнӗ пекрех пулса кайрӗҫ. — Упаленетчӗ, — сапёр сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Эпӗ пӑрӑнтӑм. Асту, ан ман! — Малалла, малалла, ҫитет павраса тӑма, — терӗ Сильвер. Кашни кун тенӗ пекех, ирхине пӗр пилӗк-ултӑ сехетре, пекарня чӳречи умне, урама кӗске ураллӑ хӗр пырса тӑрать; икӗ пӗр пек мар ҫурма ҫаврака япаласенчен тӑраканскер, вӑл арбузсем тултарнӑ михӗ пек курӑнать. — Пурте ӗҫлӗҫ-ха! Малалла аран-аран куҫса тата вилес килмен туйӑмсене ҫеҫ пӑхӑнса ҫулҫӳревҫӗсем ӗмӗрне курман йывӑрлӑхсем витӗр Лӑпкӑ океан хӗрринчи Лоттин сӑмсахне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Убытки те ҫук, мӗншӗн тесен, ырӑ ят парать, — ку вара, тӑванӑм, суту-илӳшӗн чи лайӑх вывеска… — Каялла ил эсӗ ху сӑмахна, — терӗ Нагульнов шӑппӑн. Санин ун хыҫҫӑн кайрӗ. Любовь, пӑлханупа тата кӳренӳпе шурӑхса кайнӑскер, ашшӗ умӗнче хӑйне айваннӑн, хӳтлевсӗррӗн туйса, унӑн пӑшӑлтатӑвне тинкернӗ, чӗри ун чӗтревлӗн сикнӗ. — Ҫук, эпӗ чӑнахах калатӑп, донья Исидора. Чӑнах та, ҫурҫӗр ҫитсен ҫил темиҫе румбӑна ҫавӑрӑнчӗ те, ҫурҫӗртен вӗрме пуҫларӗ. Унтан чӗркуҫленсе, аллисене хӗреслесе, мана ҫапла тархаслама тытӑнчӗ: — Ан тив мана, ан тив! Халӗ каятпӑр. — Эпӗр сана ӑсатма хавас, — тенӗ. Мӗншӗн тесен малашне те каплах пурӑнма май ҫук-ҫке! Тырӑ тӗлӗшпе пулакан йывӑрлӑхсем вӗсем кулак тырра ҫӗр айӗнче ҫӗртнинчен килеҫҫӗ, ҫав тырра пирӗн кулакран ҫапӑҫса туртса илмелле пулать! Андрейӗн тӳпелӗх ҫӗрне станица правленийӗ хӑй ҫине илсе юлнӑ, Андрей ыттисен пуянлӑхӗпе тутӑ пурнӑҫне хӳтӗлесе фронтсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑхӑтра, тӑршшипех ҫав ҫӗре тара парса тӑнӑ. — Ӗнер эпӗ сана витӗрех пӑхаймарӑм, пушӑ марччӗ, — терӗ вӑл. Кайӑр хӑвӑртрах, утлӑ отряд килет… Таса турӑ амӑшӗ… Сире шыраҫҫӗ, Риварес, икӗ минутран вӗсем кунта пулаҫҫӗ… Святой аттесем пиллеччӗр сире… Тӳрех ҫӗмӗрсе тухмалла пулать, йӗри-тавра шпионсем ҫӳреҫҫӗ. Хӗрарӑм пур чухне Фомана чӑтма ҫук намӑс пулнӑ. Вара, вӑл тухса кайса алӑк хыҫнелле ҫухалсанах, Фома сиксе тӑнӑ та диван ҫине ларнӑ. Манӑн опыт ҫителӗклӗ, ҫавӑнпа эсир мӗн шухӑшланине тата эсир мӗн туйса тӑнине эпӗ сирӗн сӑнран лайӑх пӑхса пӗлме пултартӑм. Сӗтел ҫинчен лампӑна илет те, кӗтессе кӗрсе ҫухалать. Анчах Сет Озирис ӳтне каллех никама систермасӗр вӑрлать, вунтӑватӑ пая касса уйӑрса, ӑна Турипе Анатри Египетӑн мӗнпур хулисемпе ялӗсем тӑрӑх сапаласа ярать. Ҫав ҫынсем хушшинче ялан ҫапларах калаҫни илтӗнсе тӑрать: — Табак кивҫен пар-ха, Хэнк? Вӑл документсене виҫӗ тӗрлӗ ӑнлантарса панине аса илчӗ, анчах пурте вӗсем халӗ суяна тухрӗҫ. — Сирӗн величество, чӑнах эпӗ сире мӗнле пулнӑ ҫапла каласа паратӑп! Тен, ытти ҫулҫӳревҫӗсем пек, эпӗ те сана тӗлӗнмелле те пулма пултарайман ӗҫсем ҫинчен ҫырса кӑтартнипе тӗлӗнтернӗ пулӑттӑм, анчах эпӗ чӑн пулнӑ ӗҫсем ҫинчен кӑна ҫырса кӑтартас терӗм. Эпӗ сана ху курман-илтменнисене пӗлтерме шутларӑм, анчах пӗрре те хам енчен вулаканӑма ытахальтен йӑпатас тесе тӗллев лартман. Хумсем урасем патне ачашшӑн кармашаҫҫӗ, ҫыран хӗрринчи ылттӑн тӗслӗ хӑйӑра ҫулаҫҫӗ. — Сан сӑну чаплах мар, Корчагин. Хӗрлӗ ҫурт патӗнчен иртсен, сулахай алӑ енче пӑралук пулать. Эсӗ тумса ан тӑр, ан хӑра! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Разметнов. Ку вӑл парти умӗнче айӑпа кӗни пулать! Эпӗ хам киле таврӑнасси, аннене Даша инкепе калаҫма пуҫласси ҫинчен шухӑшлатӑп. — Ҫырнӑ чух палламан эп ӑна. Ун килӗнче урӑхла, ӑнланмалларах, тӳррӗн те хытӑрах калаҫаҫҫӗ. «Явса тунӑскер-ха та, мӗне кирлӗ пулнӑ-ши вӑл ӑна?» — тетӗп. Оттерберк йӑмӑк калать… — Ҫав арман чулӗ унта мӗнле пырса выртнӑ-ха? Ытти виҫ чӳречерен рамкӑсен мӗлкисемпе пӗрле ҫап-ҫутӑ пӗр-пӗтӗмлӗ тӑваткӗтеслӗхсем ӳкнӗ; пӗрин тӗлӗнче, хӑна пӳлӗмӗн сӑрламан урайӗнче, тахҫанхи йӑлипе Чиперкке выртать, ҫутӑ тӑваткӗтеслӗх тӑрӑх ҫӳрекен шӑнасем ҫине хӑлхисене тӑратса пӑхать. Лешӗ вӑйлӑ урипе ҫырантан тапса ячӗ те кимӗ ҫине сиксе ларчӗ. Оленин ҫакна асӑрхарӗ: ҫакӑнта пӗрремӗш хут вӑл пур казаксене те хӑвӑрттӑн куҫ хывса илчӗ те каллех юлташӗнчен кӗскен тем ыйтрӗ. Говэн патне Гешан пырса тӑчӗ. Веткин сӗтел варрине тӑчӗ те, аллисене юрлакансем ҫийӗпе сарӑлтарса тытса, вӗсене дирижерласа, ертсе пычӗ. Унта кровать ҫинче байковӑй утиял витӗнсе, заказ паракан ҫывӑрнӑ, вӑл ӗнерхи палламан ҫын пулнӑ иккен. Вӑл Гальмалона хӑйӗн симӗс пурҫӑн бантне тӑсса пачӗ: — Акӑ манӑн кокарда. Вӑл тӳрех сиккипе вӗҫтересшӗн пулчӗ. Анчах та манӑн Татариновсен килӗнчи улшӑнусем, хамӑн кӑмӑла кайман улшӑнусем ҫинчен тахҫанах Кораблева каласа парас килетчӗ. — Ҫук. Эпӗ ӗҫлетӗп, юрлатӑп… Кунашкал япала куриччен ан тив хӗрарӑмсемех асаплантарса вӗлерччӗр пулатчӗ», — тетӗп. Ҫапла-а-а, ытла та хытӑ хӑраса пӗтрӗм — каласа та пӗтерес ҫук! Ман вырӑнта тепӗр хӑравҫӑрах йӗкӗт пулсан-и, чӗрипе пырши пакарти ҫурӑлса тухнипе вӑл пӗр самантрах кӑнса выртнӑ пулӗччӗ. Часах ачасем хӑмасем тупрӗҫ, вӗсене ҫавӑнтах аяккалла ывӑтса ячӗҫ. Тумланасса та вӑл халӗ хаклӑ тумтирсем илсе тумланма пуҫларӗ. Эпир ун чухне телейлӗ пулнӑ тесе шутлатӑп эпӗ халӗ. Унӑн должноҫӗ мӗнлерех? Хӑйӗн юррисенчи ҫав икӗ расналӑха вӑл хӑй те уйӑраймӗччӗ: вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗринпе ҫав тери тачӑ ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. — Мӗскер ҫухӑратӑн? — Ытарма та ҫук, сэр, — терӗ ӑна хирӗҫ капитан. Ҫак самантран вара пирӗн ӑс-тӑн та, эпир шухӑшлани те, эпир тӗрлӗ меслет тупас тесе шутлани те нимӗн усӑсӑр пулчӗ; эпир хамӑр та ҫутҫанталӑкӑн ҫӗр айӗнчи вӑйӗсен аллинчи ача вӑййи анчах пулса тӑтӑмӑр. Ҫак сарӑлса выртакан кӗлеткесене вӑл пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пӑхса тухрӗ: пурте вӗсем вилесем. Ҫук, хӑвах чухлатӑн, улталаса хӑтланмасть вӑл: «Питех те шел, анчах чиркӳри ӗҫсене мансӑрах тума тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен кунта пиччен хӗрне усал свинка ернӗ, халӗ ӗнтӗ манӑн чи таса тивӗҫӗм — виҫӗ уйӑх ҫакӑнта пурӑнса вӑл чирлесех каять-ши е ҫук-ши тесе кӗтсе ларасси». Вӑт ҫапла калать вӑл халь. Алӑка пӗр хӗрарӑм уҫӗ, эсир вара ӑна калӑр — вӑл мӗн пуррине пӗтӗмпех кунта илсе килтӗр. Вӑл хӑйӗн юлташӗ пек ытла хаяр марччӗ-ха, ӗҫсен, е ӗҫес тесен-и йӑлтах тилӗрсе каятчӗ. Анчах ҫӑварлӑхран ҫыртнӑ Паганель урса кайсах Гленарвана хирӗҫлерӗ, тавлашӑва вӑл та хутшӑнса кайни кӑварлӑ ҫулӑм ҫине ҫу юхтарса янӑ пекех пулса тӑчӗ. Мӑнастире пырсан, пур килен-каян та авалхи чиркӗве пӑхма, чан ҫапакан хутлӑха улӑхса курма кӑмӑл тӑвать, — кунтан инҫене курӑнать. Се ма фот!.. Ман айӑпӑм ку! — кӑшкӑрчӗ Бобетинский, ун патнелле ыткӑнса. Ҫав япала ӗҫлӗ ингеллигенцин прависене хӗсмест-и? — Ӗҫместӗп ҫав, ӗҫместӗп, — тенӗ Миките, куҫӗсене хӑпартмасӑр, хӑйӗн сухалӗпе усси ҫине чалӑшшӑн пӑхса, вӑл вӗсем ҫине шӑнса ларнӑ пӑра ирӗлтерсе уйӑрнӑ. Ҫакӑ кӑна юлать: нимӗн чарӑнса тӑмасӑрах «Дункан» ҫине ҫитмелле, унпа Медано сӑмсахӗнче тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ. — Софрон Яковлича-и?.. Авӑ! Ҫӗр черетпе хӑйӗн е пӗр, е тепӗр енне Хӗвел патнелле тӑвать, ҫавна пула вӑл ытлашши вӗриленме те, ытлашши сивӗнме те ӗлкӗреймест. Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ. Ытти ҫуртсем айӗнчен те ҫыран куҫса кайнӑ, вӗсен кӗтесӗсем сывлӑшрах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Динго ҫынна ытла тараватах мар, анчах ӑна ҫиллес теме те май ҫук. И-и-хи-хи. — Паллах, урӑх никампа та мӑшӑрланмастӑп, урӑх никама та юратмастӑп, хуть вӗлериччен хӗнӗр мана уншӑн, — аран калайрӗ Маша, сасартӑк куҫҫульне шӑпӑртаттара пуҫласа. Юлашкинчен вӑл ӑна ҫапла каларӗ: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн мӗн тӑвассу килет, ҫавна тума пултаратӑн: хӑвна ху пӗтерсе хума, манӑн кӑвак пуҫӑма намӑс кӑтартма, мана тӑпра ӑшне кӗртсе вырттарма та пултаратӑн — ҫапах сана тӳрлетме май килес ҫук; эпӗ сана тӳрлетме хӑтланса та пӑхмастӑп ӗнтӗ», — терӗ. — Кайрӑмӑр! Сад алӑкӗ патӗнче Ружа уйран уҫланӑ, Хӗрӗсем карта шӑлнӑ, Стояна ҫапла калаҫ, тет: «Ах тӑванӑмӑр, Стоян, Патша кил картишӗнче Сана ыран ҫакӗҫӗ, Патшан пӗтӗм кил-йышӗ Пӑхса тӑрса савӑнӗ». Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра малтанхи хут юратма пӑрахса куртӑм, ҫак туйӑмӑн техӗмне астивсе пӑхрӑм. Ҫывӑрас умӗн те, пирус туртса ларса, вӗсем совет ҫынни мӗн те пулин тума ҫирӗп шут тытсан, вӑл тем те туса хума пултарни ҫинчен калаҫрӗҫ… Вӗсем ҫӑра тӗтӗмпе чыхӑнса каяҫҫӗ; вӗсене тӳсмелле мар вӗри; пушар нимне тиркемесӗр ҫывхарать. — Чикмек илсе килеҫҫӗ, командир. Ҫывӑракан кит пит часах сунарҫӑсен тупӑшӗ пулса тӑраканччӗ. Хӑш-пӗр чух ӑна пӗрре тапӑнсах вӗлерме пулать. Мӗншӗн тесен — ӑслӑрах. Пуҫӗсене хӑйсем вараланчӑк тутӑрсемпе пӗркенӗ, ҫурӑмӗсем хыҫӗнче хурӑн хуппинчен тунӑ кутамккасем, урисене ҫӗтӗк-ҫурӑк пуртенккесем чӗркесе, йывӑр ҫӑпатасем сырнӑ. Вара Белецкий князь хӑйӗн историне пӗтӗмпех: вӑл мӗнле ҫак полка вӑхӑтлӑха кӗни ҫинчен, главнокомандуюши ӑна адъютант пулма мӗнле чӗнни ҫинчен тата поход хыҫҫӑн вӑл, ҫакӑнпа нимӗн чухлӗ интересленмест пулин те, ун патне куҫасси ҫинчен кала-кала пачӗ. Анчах вилнӗ-ши? Юратса пӑрахрӑм та ҫапла, атьсем, ухмахах тухрӑм… Ӑна кӑтартса параканни мӗн пур-ха? Эпӗ, ку сӗнӗве те йышӑнма ҫук, тесе шутлатӑп. Халӑхӗ ҫавӑн пек ӗнтӗ халӗ… хулигансем. «Ларӑр-ха кимӗ ҫине», — терӗ манӑн хӗр. Кӑҫалах экспедици яма кая юлнӑ ӗнтӗ, анчах ҫитес ҫулхине каяс ӗҫ пулмаллах. Эсир кӑнтӑрлахи апат ҫиме киле каятӑр-и? — Ну, — шӑппӑн каланӑ Фома, — ӗҫесси-ашкӑнасси ӗлӗк те хальхинчен кая пулман… Мери Джейн чӑнах та хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ, анчах ку нимех те мар, пурпӗрех вӑл ҫав тери илемлӗ, тетӗшӗсем кая юлса та пулин килнӗшӗн савӑннипе унӑн пит-куҫӗ йӑлкӑшса кӑна тӑрать. — Кунта тӑни вӑл шута кӗмест, — терӗ тепри. Халӗ ӗнтӗ ҫывӑрмасӑр тӳсме ҫук. — Ытах та эсир ку сӑмаха ӑнланаймастӑр пулсан, ӑнлантарма пулать… Нумайӑшӗ пуҫӗсене усрӗҫ. Еленӑпа Рендич карап ҫине хӑпарчӗҫ; матроссем ещӗке йӑтса кӗчӗҫ. Ҫак шӑтӑкран кӳтӑн тухмалла, малтан урасене кӑлармалла, вара чӗрӗп пек хутланса лармалла, унтан пӗтӗм вӑйпа тапӑнса, аялалла ӳкмелле. Слива капитан, асӑрхаттаратӑп сире: субалтерн-офицерӑр сирӗн служба тивӗҫӗсене тӑвас тӗлӗшпе хайне начальство умӗнче тытма пӗлмест… Шыв ӗҫӗр-ха. Бэла ӑна мӑйӗнчен уртӑнчӗ, йынӑшмарӗ те вӑл, ӳпкелешмерӗ те ҫапла нумай ҫӳренӗшӗн… Вӗсен мӗнпур саккунӗсене те питӗ лайӑх пӗлетӗп эпӗ. — Ҫиме пултарать, — тӗлӗнсе илчӗ Дегтярев боец. Тепӗр машина валли-и? Мӗскер пулчӗ-ха? — тет вӑл. Вӑл Сида темӗн пекех хаяр сунса хӗпӗртесе ларчӗ; карчӑк, каялла пырса кӗрсе ҫилленнипе куҫлӑх айӗнчен ҫиҫӗм ҫиҫтерсе, сахӑр савӑчӗн катӑкӗсене пӑхса тӑнӑ чухне Том аран ҫеҫ нимӗн шарламасӑр тӳссе тӑма пултарчӗ. Эпӗ атте кӑмӑлӗпе хам кӑмӑла тултартӑм. Ҫакӑн пек намӑс ӗҫшӗн ӑна пасарта юпа ҫумне ҫыхса лартнӑ, хӑй патне, кашниех вӑй ҫитнӗ таран илсе ҫаптӑр тесе, чукмар хунӑ; анчах ҫынсем унӑн унчченхи чаплӑ ӗҫӗсене манман, запорожецсенчен пӗри те ун ҫине чукмар ҫӗклемен. Ҫавӑнпа эпӗ нумай шутласа тӑмасӑрах Гельдерланд провинцинче лӑпкӑн кӑна пурӑннӑ хамӑн аттепе анне ячӗсене каласа патӑм. Ҫавӑнпа та, ҫак кӗленче нумай ҫӳресен те, пӗр-пӗр япалана ҫапӑнса ҫӗмӗрӗлменнишӗн тӗлӗнме те кирлӗ мар. Ак ӗнтӗ эсир ҫыранран уйӑрӑлса кайрӑр. — Паллах. Тепре каласан, ун пек сӑмах тухнишӗн хӗрпултӑрӗ хӑй те айӑплӑ-и тен: голова ҫамрӑк хӗрарӑмсем тырӑ вырнӑ ҫӗре ҫӳренине тата хӑшпӗр козаксем патне — ҫамрӑк хӗрсен ашшӗсем патне — кӗрсе тухнине вӑл питех те юратман. Эпӗ пит аван ҫывӑрнӑ, хам шутпа ултӑ сехетрен кая мар ҫывӑрнӑ пулас, мӗншӗн тесен тул ҫутӑлас умӗн ик сехет малтан вӑрантӑм. — Ун чухне вӑл йӑли ҫавӑн пекчӗ, улпутӑм, — тесе тавӑрчӗ мана хирӗҫ старик, пуҫне силлесе. Хӑвах ӑнланатӑн ӗнтӗ, эпӗ, шуйттан илесшӗ, йӑхсӑр-тӗпсӗр ҫынпа пӗрех-ҫке-ха: арӑм та, никам та ҫук манӑн, факт! — Ҫапла, тӑванӑм; тупӑк тума хушса, алӑсене кӑкӑр ҫине хӗреслетсе тытма та вӑхӑт ҫитрӗ пулас, — йывӑррӑн сывласа асӑрхаттарчӗ Николай Петрович. — Халь ӗнтӗ шӑпах ларӑр, аслӑ пиччӗр сӑмахне итлесе пӑхар… Каларӑм вӗт эпӗ сире? Халь вӑл ӑна тутӑр татӑкӗпе чӗркесе ҫыхрӗ те тулти алӑк тӗлне, ҫӳле ҫакса хучӗ: пӗтӗм кил-ҫурт телейлӗ пултӑр. Эсӗ халӗ те иккӗленетӗн-и вара? — Ҫук, — тетӗп, унпа хирӗҫес мар пулса. Вара вӑл ӑна ҫапла йӑпатнӑ: — Акӑ пӑртакҫӑ тӑхта-ха, ывӑл ҫуратса парӑн — вара сан йӑлтах урӑхла пурнӑҫ пуҫланӗ. Мӗншӗн эпӗ вӗсемпе пӗрлех пӗтмерӗм-ши? Озеровран вӑл тӗпӗ-йӗрӗпех ыйтса пӗлчӗ: каҫӑ патӗнче полк мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен, унтан хӗвелтухӑҫ еннелле мӗнле тухса килни ҫинчен ыйтрӗ. Халӗ ҫынсем хӑйсене мӗнле туяҫҫӗ, мӗн-мӗн кирлӗ вӗсене, полкӑн ҫапӑҫмалли вӑйӗсем хӑвӑрт тата пӗтӗмпех ураланччӑр тесен, мӗн тумалла — йӑлтах, йӑлтах ыйтса пӗлчӗ. Ҫав кун вӗсем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле скваттерсем хӑваласа кайнӑ выльӑх кӗтӗвӗсен икӗ сукмакӗ урлӑ каҫрӗҫ; Кунта эпӗ, мистер Трелонине, вӑл айӑпран хӑтӑлма мӗн тери тӑрӑшсан та, ӑна капитан та, доктор та ӗненменнине асӑрхарӑм. Авӑ ӑҫта халь вӗсем, нимӗҫсем, Мускав патӗнче! — Сӑмах майӗн каласан, телефонпа эсир мана вӑл сухал ҫитӗнтерни ҫинчен мӗншӗн-ха уйрӑмӑнах палӑртса каларӑр? — ыйтрӗ Анюта, Алексей ҫине сӑнавлӑн пӑхса. — Кама? Ҫапла, ҫапла, ҫапла! Йӗнер пуссисем, пӗр-пӗрне перӗнсе, чӑнкӑртатса илчӗҫ. Каймастӑп! — тесе пӑшӑлтатаҫҫӗ. Чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Мӗн усси-ха мана ун пурӑнӑҫне пӗтерме, вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗшӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмасть пулсан? — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ. Ыратнипе ӑнран тухса каяс патне ҫитсе, вӑл протезсем сӑтӑрӑннипе урисенче хӑпарса тухнӑ юнлӑ кӑвак вырӑнсене, шӑйрӑлса хӗрелнӗ суранӗсене йӗпетсе ҫунӑ. Анчах халӗ, нактоуз айӗнчен тимӗр таткине илнӗ хыҫҫӑн, компас юппи ҫӗнӗрен хӑй вырӑнне ларнине, вӗҫӗпе тӳрех магнит полюсне кӑтартнине Дик Сэнд пӗлме пултараймарӗ. Ҫутӑ пайӑркисем-и вӗсем е сасӑсем-и, — вӑл ӑна ӑнланмасть. Анчах Гленарванпа унӑн юлташӗсен халсӑрланнӑ асаплӑ пичӗсене тата вӗсем ҫинчи тумтирсем ҫӗтӗлсе пӗтнисене курсанах яхтӑн экипажӗ хавхаланма пӑрахрӗ. Ашшӗ ҫӗрӗн чиккинче ларакан раща патне ҫывхараспа Лиза кӑшт хуллентерех ута пуҫланӑ. — Ку ытла та йӳнӗ-ҫке! — хаваслӑн тӗлӗнетпӗр эпир. Чӗмсӗррӗн ларассинчен вӑхӑтлӑха хӑтӑлма мана пӳлӗме ватӑ Валахина килсе кӗни пулӑшрӗ. Вӑл, урисене чаркаласа, чей стаканӗ ҫине хыттӑн вӗрсе ларчӗ. Ҫав Птолемей пурӑннӑ Александрия хулинчех вӑл вилнӗ хыҫҫӑн икҫӗр ҫул иртсен акӑ мӗн пулса тӑнӑ. Давыдов ҫынсем мӗншӗн кулнин сӑлтавне ыйтса пӗлме шутларӗ кӑначчӗ, ҫав вӑхӑтра сасӑсен шӑв-шавне Любишкин кӑшкӑрса ҫӗнтерчӗ: — Сассу — хӑвӑнах, анчах юрру — санӑн мар! «Ӗлӗк пӗлменшӗн халь пӗлетӗп. Халь йӑнӑшас ҫук ӗнтӗ. Чун лӑпкӑлӑхӗ, пурнӑҫа ҫут ҫанталӑк ыйтнипе юратасси, туйӑмсен вӑйӗ — кунта иккӗленӳллӗ киленӗҫшӗн тата сиенлӗ-усал йӑпанушӑн сая каяҫҫӗ. Миҫемӗш сехет? Манӑн каллех чылайччен йӗп ҫинчи пек лармалла пулчӗ. «Аранах тытӑнчӗ! — Эсир питех те лайӑх пӗлетӗр, — терӗ Лега, — пиртен нумайӑшӗ — пултаруллӑ писательсем. Анчах эпӗ вӗсене мӗнле хытӑ хисеплетӗп пулсан та, эпир юмористсем пек мар, тарантелла ташлакан слон пек пуласран хӑратӑп. Авалхи грексемшӗн ку хушӑ ҫав тери пысӑк пек туйӑннӑ, ӳкекен япала тӑхӑр талӑк хушшинче пурӗ те 580 пин километр кӑна каять, ку Ҫӗрпе Уйӑхран кӑшт кӑна аяккарах. Ӗлӗкхи улпут пурӑннӑ чухне эпир хамӑрӑн малтанхи вырӑнсенчех пурӑнаттӑмӑр, пире опека куҫарса килчӗ. Марийка йыснӑшӗсем патне таврӑнчӗ. Пур ҫӗрте те пӑчӑ та тӑвӑр пек туйӑнать — сулӑ ҫинче апла мар. Синопа ҫуралнӑ ӗлӗкхи кунсенче Америкӑри тирсемпе сутӑ тӑвакансен компанийӗ тунӑ Бентон форчӗ Монтан штатӗнчи шурӑ ӳтлӗ ҫынсем пурӑнакан пӗртен-пӗр поселок пулнӑ. Тӑр-пӗччен пурӑнатӑп… Мӗн тумалла тата?.. Апла пулсан, ӗҫ вӑл ӑҫта пурӑнассинче мар, пӗччен пурӑнма юраманнинче пулнӑ. Итали оперине ҫӳреме абонемент та илнӗччӗ, унта Патти госпожа хӑй, хӑй, вылянӑ-ҫке! Мана ҫакнашкал инкек пулнӑ хыҫҫӑн та мӗншӗн те пулин пӑшӑрханма пулать-ши вара? Вӗсем ӗлӗкхи пекех Окленда ҫитме тӑрӑшаҫҫӗ. Нимӗҫ кӑшт маларахра пынӑ пулнӑ. Пур ҫӗршывсене те ҫитсе курнӑ. Вӑл ҫилпе майӗпен сулланса тӑнӑран ун тӗксӗм сарӑ ҫутти туннелӗн пӗр стени ҫинчен тепӗр стени ҫине куҫать. — Эпӗ хамӑр Максимыча ҫӑкӑр тупмалла тӗрлӗ ҫул-йӗрсем ҫинчен каласа паратӑп… — Хӑш-хӑш ҫулсемпе тӗрмене те кайса лекеҫҫӗ… Пуҫӗнче тӗлӗк евӗр шухӑшсем туллиех пулнипе вӑл ҫак портрет хӑйӗн шӑпипе темле майпа ҫыхӑнса тӑрать пулӗ тесе, хӑй пурнӑҫӗпе ҫак портрет хушшинче ҫыхӑну пур пулӗ тесе тата портрета туянни ун пуласлӑхне уҫса парать пулӗ тесе шухӑшлама пуҫларӗ. Эпӗ ватӑлнӑ ӗнтӗ, чылай ҫапӑҫусенче пулнӑ, мана час часах хӑрушлӑх хӑратнӑ, анчах эпӗ пурне те тӳссе ирттернӗ. Сехетсем калама ҫук майӗпен иртеҫҫӗ. Эпӗ ӗнтӗ халӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. «Чипер юлӑр, тантӑшӑмсем! — Пӳрте кӗрер. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, теме пула Дубков пачах лайӑх ҫын пулманни ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм. Ӑслӑ патша пур вӑхӑтра та асӑннӑ ҫынсене хисеплерех парать, мӗншӗн тесен вӗсем чуралла йӑпӑлтатса юрама, хӑйсен господинӗ майлӑ пулма пултараҫҫӗ. Маякин, халичченхи пек мар, вӑраххӑн ҫинӗ турилккери шӳрпере темскер шыранӑ пек кашӑкӗпе пӑтрата-пӑтрата, яшки ҫине пӑхса ларнӑ. Вӗсем юн кӳлленчӗкӗ патне пырса тухма кирлӗ. Хуҫа мана темиҫе хутчен те калама чарчӗ, кашни хутӗнчех вӑл хӑй ҫиленсе тарӑхнине систерчӗ. Пуринчен ытларах вӑл эпир гуигнгнмсен ҫурӑмӗсем ҫине ларса ҫӳреме хӑйнишӗн тӗлӗнсе тарӑхрӗ. Вӑл хӑйӗн тарҫисенчен чи начарри те питӗ вӑйлӑ ехуна та ывӑтса яма пултарасси пирки е, тата, ҫӗр ҫине выртса йӑваланнипе вӑл хӑйӗн ҫине утланнӑ ехуна вилмеллех лапчӑтса лартма пултарас пирки пӗрре те иккӗленменни ҫинчен каласа пачӗ. Ку вӑл — Негоро, апат пӗҫерсе пурӑнакан ҫын, вӑл Португалире ҫуралнӑ. Тепӗр тесен, вӑл та акӑлчанла ҫав тери лайӑх калаҫать. — Э, ниме тӑманскер, — пит-куҫне пӗркелентеркелерӗ Веткин, — Итле, Бек, ҫав каскалупа эс пире чӑннипех те сюрприз килсе тыттартӑн-ха. — Иван Павлыч! Декабрӗн 3-мӗшӗ. Пулма пултараймасть. Суя сӑмах кӑна! Туйӗ пулмасть! — Эпӗ эсир мӗн хушнине пурне те тӑватӑп. Хӑйӗн пӗтӗм вӑхӑтне тенӗпе пӗрех вӑл халь ҫав спортпа ирттернӗ. Вӗсем мана йӑлтах каласа кӑтартаҫҫӗ, эсӗ ман ҫинчен мӗнле каланисене те, пурне те… Анчах ҫав ҫурт ҫумӗнче ҫӗрле те нимӗн те курӑнмасть вӗт, — кӑвак вут ҫути ҫеҫ хӑшпӗр чухне чӳречерен йӑлт-йӑлт курӑнкаласа каять — анчах усал тухнисем ҫук унта. Е вӑл, ҫара уран та сарлака ҫан-ҫурӑмлӑскер, хаяр та хӑмӑр куҫӗсене хӗссе, хӑйӗнче вӑй та ирӗк пуррине туйса, чӑнласах та ответ ыйтать-ши? Ганкон тата тухтӑра ҫилле хывни те пур-ха, пӗррехинче тухтӑрӑн вун икӗ курка кофӗшӗн укҫа тӳлемелле пулнӑ та, ҫавна вӑл чиртен сипленӗшӗн пултӑр тенӗ иккен. — О, кӑтартӑттӑм эп сана ҫак асапа, санра та вӑратасчӗ ҫак чун тӗртнӗ… «Мӗнле тивӗҫпе ман ҫине тапӑнчӗ-ха вӑл? Чуна савӑк! Илтнӗ пулсан та, унран мӗн усси? — Маттурлӑху сан — айванланни анчах; сӑмаххусем сан — пули-пулми анчах… Манӑн ӗнтӗ кӗрсенех, вӗсене сывлӑх сунмаллаччӗ, анчах халӗ вӑхӑт та иртсе кайрӗ пуль, ҫапах та эпӗ, ӑна-кӑна уямасӑр, пуҫӑма тайса илтӗм. Камне халь эпӗ сире каламастӑп-ха. Сирӗн хӑлхана кӗреҫҫӗ-и манӑн сӑмахсем? — Ҫук — халӗ йӑлтах иртсе кайрӗ, — терӗ те вӑл пӗчӗк хӗрлӗ роза чечекне татса илчӗ. — Эпӗ кӑштах ывӑнтӑм, анчах ку иртсе каять. Ӑнсӑртран хӗрачасем унран пӗр-пӗр кирлӗ ыйту ҫинчен ыйтса пӗлме шутласан (сӑмах май калас-тӑк, халь ӗнтӗ вӗсем унран питех ыйтасшӑн та мар), пӗр-пӗр роман пирки хӑй шухӑшне каласа пама сӗнсен е университетри вӗренӳ ҫинчен ыйтсан, вӑл вӗсене питне-куҫне чарса пӑрахса кӑтартать те чӗнмесӗр пӑрӑнса каять е ҫыхӑнӑвне юриех пӑснӑ французла сӑмахсемпе: ком си три жоли тесе е ытти ҫакӑн евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗпе ответлет, е тата пӗр кулмасӑр, питне юриех тӑрлавсӑрла туса хурса, ыйтупа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑман сӑмах калать, куҫӗсене сасартӑк тӗксӗмлетет те: булка, е кайрӑмӑр, е купӑста, тет е ҫакнашкал урӑх сӑмах каласа хурать. Эпӗ малтанах ҫапла пуласса пӗлнӗ, ҫапла пуласса кӗтнӗ те. Вӑл мӑнаккӑшне питрен тӳрех пӑхрӗ, анчах мӑнаккӑшӗн пит-куҫӗ пӗртте улшӑнман. Мӗнпе тултарса пымалла ӑна? Тавтапуҫ… Ҫук, Андрей Гавриловича пурӑнма турӑ пулӑштӑрах, турӑ ӑна хӑй патне илмеллех пулсан, сансӑр пуҫне, ырӑ хуҫамӑр, пире никам та кирлӗ мар. Вӑл ӑслӑ-тӑнлӑ, ансат нумай саккун кӑларать. Вӑл ӗнтӗ ку вӑхӑтра маттур сӑн-сӑпатлӑ, тӗм-хура ҫӳҫлӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ, кӑшт ҫеҫ мӑйӑх пуснӑ илемлӗ каччӑ пулнӑ. Лукашка пуҫне ҫӗклерех пӑхрӗ. — Пулӗ те, анне, — тенӗ Маша. Пӗррехинче вӑл ҫаплах каласа хучӗ: — Ӑнланӑр, тете, сирӗнпе тата сирӗн пек ҫынсемпе Россия тек пурӑнма пултараймасть. — Гм! Ӑсатса яр ҫавсене, — терӗ вӑл ҫамрӑк сестрана. Кӑна вӑл французла каларӗ. — Еврей халӑхӗ сире, патшалӑх пуҫне, кӑмӑлтан хисеплет. Тропикри чӑтлӑхра ҫӗрлехи сасӑсем шӑпах пулнӑ. — Юрать! Эпир сӗтел хушшинчен тӑрса тухнӑ чух вӑл ҫӑраҫҫине Сайлас тетене пырса пачӗ — ҫав ҫӑраҫҫиех пулчӗ пуль-ҫке вӑл. Нумай ҫӗрте вӗсем йывӑҫ хӗрессем тӗл пулаҫҫӗ — кусем ӗнтӗ тахҫан пулнӑ катастрофӑсен сӑмахсӑр йыхравҫисем пулаҫҫӗ. Ун ҫамки тарласа кайрӗ. Овсяников, тӗшмӗшлӗхе пула мар (унӑн чунӗ ирӗклӗ пулнӑ), хӑнӑхнине пула авалхи йӑласене пӑхӑнса пурӑннӑ. Господин офицера эсӗ… мӗнлеччӗ-ха ҫак сирӗн ятӑр тата аҫу ячӗ, батюшка? — Мӗн тӑвас тетӗн, — тавӑрчӗ Гаррис философилле лӑпкӑлӑхпа. Укҫине пӗтӗмпех тӳлерӗҫ-и вӗсем сире? Юрать, аван! Облаҫри коммунистсемшӗн вӑл хытӑ тытакан, ҫирӗп те тӑрӑхлама юратакан ҫын пек курӑнмалла пулнӑ. — Ӑнланатӑп, ӑнланатӑп, малалла калӑр, — темӗн ӑнланнӑн, ӗмӗтлӗн каласа хучӗ Майданов. Эпӗ вӑл ҫав тери хӑвӑрт ҫывӑрса кайнипе «вилмен-ши?» тесе хӑраса та ӳкрӗм. Нуша хӗссе ҫитернӗ, ҫавӑнпа вӑл Лапшинов ҫумне пырса тӗршӗнкелетчӗ. Ҫӳллӗ, хӗрлӗ питлӗ, хура та ҫӑра мӑйӑхлӑ полици офицерӗ халӑх хуппине хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн, ҫынсене ним йӗркесӗр тӗрткелесе сирсе, салтаксем йывӑр аттисемпе чула кӗрслеттерсе утса пычӗҫ. — Пиртен халиччен пулман ҫынсем юлаҫҫӗ. — Сана курнӑшӑн хӗпӗртетӗп, Хосэ тусӑм. Кам аттепе пӗрле, кам Карл Иванычпа пӗрле ларӗ-ши? — Манатӑп. Лешӗ, тӗлӗнсе, ҫӗҫӗ ҫинчен куҫне илме те пӗлмерӗ. Ҫак строкасене эпӗ Англие таврӑннӑранпа пилӗк ҫул иртнӗ хыҫҫӑн ҫыратӑп. Ҫавӑн пек калани ҫав тери ухмахла туйӑнса карӗ, мана пӗртте пырса тӗртмерӗ, хуҫа кулкаласа илсе:— Мӗн вара — вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ!.. — тесе калани ытларах та кӳренмелле пек туйӑнса карӗ. Унтан грузовик ял тӑрӑх чупса тухрӗ те ялти шкулӑн типтерлӗ ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ку вӑтӑр фут тӑршшӗ, тӑватӑ фут сарлакӑш шӑнӑҫуллӑ кимӗ; кун пек кимӗ ҫинче темиҫе кӗсменҫӗ пулать, пысӑк кӳлӗре вӑл темиҫе кӗсменпе авӑснипе хӑвӑрт ишет. — Эсир тата «Вальдек» капитанӗ ӑна Африкӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗнче тупнӑ тесе каланӑччӗ мар-и? Вӑл политикӑпа сахал интересленнӗ, хӑй килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшакан ҫын, ватӑлнӑскер пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫӗнӗ лару-тӑрупа вӑл ҫӑмӑлах килӗшнӗ. Олеся хыттӑн ахӑлтатса ячӗ те ал тупанӗсене ҫат-ҫат ҫапса илчӗ. — Вӑл шпион мар, — тенӗ Вэра мисс Сетбине. Вӑт мана та турӑ ҫавӑн пек пӗр тӑван пиччен ывӑлне пачӗ. Эсир, Риккардо доктор, мӗн калӑр? Рада патне нихҫан та, ним парсан та пырас ҫук!.. — тесе шухӑшларӗ. Кунта килчӗ те — кӗтетӗр-и, кӗтместӗр-и, халӗ пурпӗрех, тет. Ара тӗлӗнмелле ӗҫ вӗт ку! Пӑхасса пӑх, анчах ан шарла! — Кӗпе пире мӗн тума кирлӗ, Том? — Ҫав заметка ҫине кӑлӑхах шанса тӑратӑн эсӗ. Вара каллех салхуллӑн, калаҫмасӑр ларчӗ. Ку акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Хӑвӑнта ҫутҫанталӑк панӑ ӑспа сӑнавлӑх мӗн чухлине те чухлаймастӑн-ха эсӗ. Вӑл тӳремлӗхӗн шавӗсене итлеме пикенчӗ, унта ӑна ыйӑхран вӑратнӑ темӗнле кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасӑ пур пек туйӑнать, Талькавӑн яланхи пек лӑпкӑ тӑракан пичӗсем ҫинче часах темӗнле хӑрушлӑха систерекен ӗмӗлке ярӑмланса иртрӗ. Ҫывӑрнӑ вӑхӑтра мӗнле сасӑ илтӗннӗ-ха ӑна? Ҫывхаракан отрядӑн ура сассисем-ши, е ягуарсем улани, е тигрсем мӗкӗрсе килни е урӑх мӗн те пулсан тискер кайӑксен сасси илтӗннӗ пуль? Вӗсене кунта шыв илӗртсе килме пултарать. — Ӑнӑҫлӑ пултӑр, — чӗререн каларӗ вӑл. Ҫут тӗнче чӗри… Огнянов ҫак авалтан тӑрса юлнӑ палӑка кӑмӑлласа хисеплерӗ, манӑҫа юлнӑ саманан ҫак чӗрӗ тӗпренчӗкӗн — шап-шурӑ шуралнӑ ватӑ ӗҫченӗн ӑслӑ сӑмахӗсене чун хавалӗпе итлерӗ. Крепоҫран, аулри пекех, ҫав сӑрт-тусемех курӑнаҫҫӗ-ҫке, леш чурӑс ҫынсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар вӗт. Аяларах аниччен кӗтес пулать. Унӑн ҫавӑн пек утӑм тума хӑймашкӑн май пулман. Ӑнтан кайнипе кардинал нимӗн те илтмерӗ, Феррари полковник вара тата хытӑрах каларӗ: — Сирӗн преосвященство! Ученӑйне хӑйне илсен, ҫак вӑхӑтра вӑл питех те пысӑк вырӑн йышӑнмалли икӗ изобретени тӗлӗшпе тимлӗн ӗҫлет. Унӑн пӗрремӗш изобретенийӗ уй-хирсене арпа акмалла тӑвасси пулать, хӑй шутлани тӑрӑх, арпа акни питех те пысӑк тухӑҫ памалла. Ҫак шухӑшӑн тӗрӗслӗхне вӑл тӗрлӗ опытсемпе кӑтартса пачӗ, анчах эпӗ хам вӗренменнине пула, вӗсене пӗрре те ӑнланаймарӑм. Пӑх-ха, акӑ мӗн илсе килтӗм эпӗ сан валли, — кунта унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсене пур енчен те советлӑ республикӑсемпе облаҫсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, чӑннипе каласан, вӗсен, ССР Союзӗн составӗнчен ниҫта та тухма ҫук. (Пурте кулаҫҫӗ ала ҫупаҫҫӗ.) Анчах, сасартӑк пур енчен те пӑшал кӗрӗслетме пуҫларӗ. — «Кипарис курӑнать». Кам аллинче тӑрать Европа? Чуп-ха Петруҫ патне, ылтӑнӑм, ухӑ йӗппи пек вӗҫтер; каласа пар ӑна, йӑлтах каласа пар; хӑмӑр куҫӗсене юратӑттӑм, шурӑ-шурӑ питне чуптӑвӑттӑм, анчах шӑпам хушмасть. — Кӗрӗр! — кӑшкӑрчӗ Санин. Тореадор ури патӗнче ҫуррине сутнӑ шурӑ ҫип туллашки выртать, вӑл тем пысӑкӑш, ун ҫине «№ 40» тесе ҫырни те питӗ лайӑхах курӑнать. — Алла ҫакланайман туземецсен йӑхӗсем Англи колонисен ҫывӑхӗнче курӑнма хӑраҫҫӗ. — Апла пулсан, манӑн х-хамӑн каяс пулать. Монастырь хапхинчен тухсан, Петр каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те гостиницӑн шурӑ стени тӗлӗнче шӑллӗн чул евӗрлӗ кӗлеткине курчӗ. Пичче ӑна аллине хытӑ чӑмӑртаса хӗрӳллӗн тав турӗ. Унтан вӑл сасартӑк амӑшне икӗ хулпуҫҫинчен тытса хӑй патнелле туртса илчӗ те, куҫӗнчен пӑхса, тӗлӗнсе ыйтрӗ: — Эсир именетӗр те-ҫке?.. Капитанпа юнашар йывӑҫ витрере гарпунӑн тепӗр вӗҫӗнчен ҫирӗп ҫыхнӑ трос кустӑрми выртать. Кит ҫав тери тарӑна чӑмса кӗрсе кайсан, сыпа-сыпа яма тросӑн тепӗр тӑватӑ кустӑрми те ал айӗнчех. Хӑш-пӗр хӳмесене тахҫан авал шуратнӑ пулнӑ — куна, тен, герцог калашле, Колумб вӑхӑтӗнчех тунӑ пуль… сад пахчисенче, пуринче те пекех, сыснасем чакаланса ҫӳреҫҫӗ, хуҫисем вӗсене хӑвала-хӑвала кӑлараҫҫӗ. Чугун ҫул ҫинчи крушени мӗншӗн пулнине пӗлсессӗнех Айртон хӑш-пӗр асӑрхавлӑ сыхлӑх ӗҫӗсене, хӑй халиччен ытлашши тенисене, пурнӑҫласа пыма тӑрӑшрӗ. Анчах та вӑл тӗлӗнмелле пултаруллӑ ача, ҫитменнине тата манран ӑслӑрах та. Пойндекстерпе тата унӑн тусӗсемпе сывпуллашса уйӑрӑличчен, майор ҫакна тума кирлӗ тесе шутланӑ: вӗсене Спэнглер пӗлнӗ хурлӑхлӑ япаласем ҫинчен пӗлтернӗ. — Ҫак карташӗнчех юлсан — пӗтӗмпех пӗтет. Кунта, ҫылӑх тӗлне тенӗ пекех, ҫав учитель хӑй машинипе пырать, кустӑрмисене, машина тытса пымаллине йӑлтӑртаттарать. Хулара халӗ шӑп. — Тарса пӗтрӗҫ, ӑҫта кирлӗ унта, арӑмӗсем патне! Кунта халех больницӑран Егора илме килеҫҫӗ. Анчах та эпӗ хама мӗнле тыткалани ҫинчен аттене кам пӗлтернӗ пулать-ха? Вӑл хӑй каланине тунӑ пекех эпӗ ун ҫине ним чӗнме пӗлмесӗр пӑхатӑп, вӑл хӑп атти ҫине пӑхса, кӑвак тӗтӗм мӑкӑрлантарса, пӗрехмай малалла ерипен, сӑмса витӗр калать: — Сӑмахран, мана сан хуҫах вӗрентсе янӑ пулсан: кай-ха, ҫак ачана сӑнаса пӑх-ха — вӑл вӑрӑ-и, вӑрӑ мар-и? тесе янӑ пулсан? Попельскисен текех ача пулман та, усадьбӑри пӗтӗм пурнӑҫ суккӑр ҫуралнӑ ачапа ҫыхӑнса тӑнӑ. Паян пирӗн колхоз членӗсем нихҫанхинчен те кар пухӑннӑ… — тесе пуҫланӑччӗ кӑна Давыдов — ун сӑмахне Демка Ушаков коридортан кӑшкӑрса пӳлчӗ. — Мӗн тума хушать Талькав? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Пулӑш, Андрей, атту вӗҫертетпӗр Тимошкӑна! — Ну, мӗн суятӑн, — пӳлсе лартрӗ Марьяна ӑна, хӑй патнелле тӑснӑ аллинчен сасартӑк ярса тытса. Халӗ мана гильотина ҫине ӑсатӑр, виконт господин. — Эсир утма тата хӑвӑра мӗн килӗшет, ҫавна тума пултаратӑр, эпӗ вара хам тӗллӗн ҫӑкӑр та хыпма пултараймастӑп, — терӗ Найденов, ҫаплах ҫилӗллӗн. Ҫак шухӑш ӑна хӗмлентернӗ. Виҫӗ утӑмран, ҫӗр ҫумӗнченех, тачка ҫулҫӑсен хирӗнчен ун ҫинелле лашаннилле пысӑк та хӗрлемес хӑрпӑксемпе ҫурма хупланнӑ куҫсем пӑхаҫҫӗ: шӑтарасла, хаяр ҫилӗпе. Юланутҫӑсем хӑйсен маттур лашисем ҫинче кӑмӑл тулнӑ таранах сиктерсе пыма пултараҫҫӗ, анчах епле пулсан та вӗсен фургонран аякка каймалла мар. Ун чухне пулса иртнӗ калаҫусем аса килчӗҫ. Ҫав калаҫусем ҫывӑх ҫынсем калаҫнӑ чухнехи пек мар, темӗнле сивӗччӗ. Пӗр-пӗринпе яр уҫҫӑн та чунтан калаҫман пек туйӑнатчӗ. Ҫакӑ вара яланах тарӑхтаратчӗ. Наробразӑн тӑлӑх ачасене вырнаҫтармалли ҫуртӗнче те, кичемлӗхе сирсе ярас тесе, тӑм кӗлеткесем тунӑ чухне те ҫакӑн пекехчӗ. Малтан азбукӑна вӗренмелле, вара кӗнеке вулама тытӑнма юрать, эпир халӗ малтанхи саспаллисене те куҫпа курман-ха. Пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑй сӑмахне сыпӑнтарма шутларӗ пулас:— Ӑна сутӑн илнӗ ҫын Абрам Фостер ятлӑ, — терӗ. — Абрам Дж. Фостер, вӑл Лафайет енче пуранать, кунтан пӗр хӗрӗх миля аяккарах пулать. Вӑл ӑнлантарса пӗтерсе тетрачӗсене пуҫтарма тытӑнсан, Володя билет илме тепӗр пӳлӗме кайрӗ те: «пурте лайӑхах иртсе кайрӗ, ман ҫинчен манӗҫ», текен шухӑш пуҫа пырса кӗчӗ. — Тунката еннелле пӑхса чиклӗ-ши? Пристаньте суту-илӳ карапӗсем нумай; ҫав карапсенчен пӗрин ҫине пытанса, ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта — Канадӑна, Австралие, Кӑнтӑр Америкӑна кайма пулать, пурпӗрех мар-и? Пӗлӗтсем васкасах пуҫтарӑнсан та, хуралнӑҫемӗн хуралсан та, вӗсене, аслатиллӗ ҫумӑр пулса кайса, пирӗн савӑнӑҫа чӑрмантарма пӳрмен пулас. Каҫалапа вӗсем саланма пуҫларӗҫ: пӗрисем шупкаланчӗҫ, вӑрӑмланчӗҫ, инҫетелле шуса, куҫран ҫухалчӗҫ; теприсем пуҫ тӗлӗнчи тӳпере витӗр курӑнакан шурӑ пулӑ хуппи евӗр пулса тӑчӗҫ; пӗр пысӑк хура пӗлӗчӗ кӑна хӗвелтухӑҫ енче чарӑнса тӑчӗ. Эсир — Павел Михайловичӑн амӑшӗ-и? — Ҫурти кӑварланать ав, татса пӑрахӑрсам-и ҫавна, — терӗ пӗри. Пире Сергей хӑваласа ҫитрӗ те темшӗн шӑппӑн каларӗ: — Вӑл ҫӗҫӗпе чикӗнсе вилесшӗн! — терӗ. Иртсе ҫӳреме тӳр килнӗ ҫӗрте, ҫулсем ҫинче те, ҫулсӑр ҫӗрте те Андрей яланах хусканнӑ халӑх тӑшмантан ҫӑлӑнӑҫ шыранине курчӗ. Дик Сэнд хӑйӗн пӗчӗк хунарне ҫутрӗ те Бенедикт пичче патне пычӗ. Килнӗ ҫын, ӑшӗнче кулса илсе тата калаҫма юратакан стрепке ҫине сайра хутран кӑна пӑхкаласа, каллех чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ. (Иван Иванович, паҫӑр каланӑ пек, ҫынна ӳкӗтлес чухне уйрӑмах лайӑх калаҫма пӗлнӗ. Ҫемен сӗтел хушшинчех юлчӗ, пуҫне алли ҫине хучӗ: унӑн тӗреклӗ ҫурӑмӗпе мӑнтӑр хулӗсем сиксе, ташласа тӑчӗҫ. Уҫланкӑна пур енчен те йӗплӗ вӗт вӑрман хупӑрласа тӑрать. Агафия Федосеевна пуҫне чепец тӑхӑнать, сӑмси ҫинче унӑн виҫӗ шӗвӗн пур, хӑй ҫине кофе тӗслӗ вӗтӗ сарӑ чечеклӗ капот уртнӑ. Етре темиҫе пая пайланса кайма та пултарать: виҫӗ пая, тӑватта, пиллӗке… Мана никам та, ниҫта та туртса кӗртмест. Сасартӑк унан куҫӗсенче темле сивӗ вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗ, эпӗ вара вӑл мана ӗненмест пулӗ тесе шутларӑм. Адрес айӗнче ҫакӑн пек ҫырнӑ: «Сирӗнпе тӗл пулсан, эпӗ сире пурне те каласа парӑп». — Юрӗ, ырлӑх сунатӑп… — Ак чим-ха, тӑхта… Ҫук, вӑл куна — чунне ҫӑласшӑн турӗ… Павка, нимӗн те илсе килместӗп, тесе сӑмах пачӗ. Эпӗ куҫ илмесӗр ун ҫине пӑхрӑм, куҫӑм умне пурнӑҫӑн, телейӗн чечеклӗ ӳкерчӗкӗсем туха-туха тӑчӗҫ. Вӑхӑтран-вӑхӑта Джон Мангльспа Роберт палуба ҫине тухса тинӗс ҫине пӑхса кӗреҫҫӗ. — Фома Игнатьевич! — ҫирӗппӗн мар, анчах урӑ сасӑпа калаҫма пуҫланӑ Ухтищев, — астӑвӑр, ку хӑрушӑ япала!.. Апат питӗ лайӑх иртсе кайрӗ. Эпӗ тинӗс хӗрринче тӗпсӗр шӑтӑк пулса тӑнине куртӑм. Эпир ҫак пушӑ пӳрте пӗр-пӗччен ҫын пурнакан аслӑ та таса мар, пуш-пушӑ пӳлӗмре пӗр хамӑр ҫеҫ лартӑмӑр. — Ятӑм ҫав! Халь мӗнпур, халь мӗне ниҫталла сирмелле мар кашни кунах куҫ умне тухса тӑрать, ҫавӑнтах мӗн те пулин лайӑхраххи пулма пултарасси ҫинчен шухӑшлани ҫукчӗ. Ҫутӑ пӗлӗтре тата пӗр ӗҫсӗр йӗс тӗслӗ пысӑк уйӑх ҫакӑнса тӑрать, — ӑна курсан, патак илсе: — лайӑх янӑрать-ши? — тесе ҫапса пӑхас килет. Хӑй умне вӑл мӗнпур тӑватӑ генералпа виҫӗ дипломата юраттарса пӑрахтарас тӗллев лартнӑ тейӗн; чӑнах та, ҫавӑн пек пулса тухрӗ те. Ҫакӑ тӗлӗнмелле ылханлӑ ҫын каласа панисенче вӗсене пӗр суя сӑмах та ҫук пек туйӑнать. Эпӗ ӑна: «Монтанелли атте, манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур» тесен, вал ҫавӑнтах чарӑнчӗ те нимӗн чӗнмесӗр кӗтсе тӑчӗ. Ӗҫсе-ҫиессине нумай, ӳсӗрӗличченех ывӑнса ҫитичченех ӗҫсе-ҫиеҫҫӗ, апатланнӑ хушӑра ҫимелли япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, хыттӑнах вӑрҫма хатӗрленсе, кахаллӑн харкашкаласа лараҫҫӗ. Яков Лукич Тимофея ыран ҫак юманлӑхра йывӑҫ касма пуҫласси ҫинчен каласа асӑрхаттарчӗ те вӑрмантан тухса уттарчӗ, хирте вара, кубанка тулӑ акнӑ лаптӑка ҫитсе пӑхас тесе, иккӗмӗш бригада уйӗ еннелле ҫул тытрӗ. — Ан та кала! — куҫхӳрипе кулнӑ Фома. Африкӑри паллӑ мар йышри е паллӑ мар тӗсри, е, тен, паллӑ мар уйрӑмри ултӑ ураллӑ шӑпа ун лӗпки ҫинче ларать, вӑл вара ӑна куҫӗсем патне пӗр дюйм чухлӗ ансан ҫеҫ пӑхса пӗлме пултарать. — Вӑл хӑйне тӳрре кӑларма пултарать пулӗ, тен? Ҫӗнӗ совхоз комсомолецсем тӑрӑшнипе пулса кайрӗ. Питӗ те ҫамрӑк ҫынсен час-час пулнӑ пекех, Ромашовӑн та хӑй ҫинчен шаблонлӑ романсен сӑмахӗсемпе кӑшт кулӑшларах та кӑшт айвантарах шутлас — виҫҫӗмӗш сӑпатра калас йӑла пурччӗ, ҫавӑнпа халӗ те:«Унӑн ырӑ, палӑрӑмлӑ куҫӗсем салхулӑх пӗлӗчӗсемпе карӑнса ларчӗҫ», — терӗ вара вӑл хӑй ӑшӗнче. — Упан какайӗ нумай-ҫке, — тенӗ Киш. Нӳрӗ ҫӗр, ун ҫине тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ сарӑ туналлӑ курӑксен ҫутӑ симӗс йӗпписем, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан шывсем, вӗсем ҫинче явӑнакан тӑпра тӗпренчӗкӗсемпе турпассем, сиренӗн кӳпшек папкаллӑ хӗрелнӗ турачӗсем, чӳрече тӗлӗнчех сулкаланаканскерсем, ҫак тем ҫинче йӑшӑлтатакан пӗчӗкҫӗ вӗҫен кайӑксем хӗвӗшӳллӗн чӗвиклетни, хӑй ҫинчи юр ирӗлнипе хура пек курӑнакан хӳме, кунсӑр пуҫне чи пахи — ҫак ырӑ шӑршӑллӑ нӳрӗ сывлӑш, савӑк хӗвел мана ӑнланмалла та уҫӑмлӑн темле ҫӗнӗ хӳхӗм япала ҫинчен калаҫҫӗ, ҫакӑн ҫинчен мана ҫутҫанталӑк епле каланине ҫырса кӑтартма пултараймастӑп, эпӗ ӑна хам мӗнле ӑнланнине ҫырса кӑтартма тӑрӑшам, — пурте мана илем, телей, ырӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫҫӗ, ку та, тепри те маншӑн пулма пултарасси, пӗри теприсӗр пулмасси, илемпе телей, ырӑ ӗҫсем пӗр япаланах пӗлтерни ҫинчен калаҫҫӗ. Эпӗ вӑл ӳкернӗ портретсен сӑн-пичӗсем Тициан тунӑ портретсеннинчен те лайӑхрах пулӗ тесе шутлатӑп. — Фантла-и? — ярса илчӗ Лушин. — Эпӗ ӑна кӑштах пӗлетӗп… Эпӗ хама вӗри чӗреллӗ пек кӑтартасшӑн пултӑм, ытла та хаваслантӑм, ахлатрӑм, пӗр-пӗр япала ман кӑмӑла килнӗ пек пулсан, алӑсене питӗ вӑйлӑ сулкаларӑм, ҫакӑнпа пӗрлех пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана курсан е ун ҫинчен мана каласа парас пулсан, хам унпа пӗртте интересленмен пек кӑтартма тӑрӑшрӑм; ним умӗнче те чарӑнса тӑман хаяр тӑрӑхлавҫӑ пек, ҫакӑнпа пӗрлех тимлӗн сӑнама пултаракан пек курӑнма тӑрӑшрӑм; хам мӗн тунине пӗтӗмпех логика хушнӑ пек тунӑн, пурнӑҫра тӗрӗслӗхе тата тирпейлӗхе юратнӑн, кирек мӗнле пурлӑхран та йӗрӗннӗн курӑнма тӑрӑшрӑм. — Ну, кун ҫинчен калаҫма иртерех-ха… Повестка? — Черкессен — чӗре, вырӑссен чӗре вырӑнӗнче чул, тетӗн-им? Мӗншӗн вӗрентес мар-ха? — Куратӑн-и, Фелим, кам та пулин кунта килсе пӑхать пулсан, манӑн пӗлме кирлӗ. Дик хӑйне халь те юлташӗсен пурнӑҫӗшӗн яваплӑ тесе шутларӗ. Вӑл хӑй ҫулӗпе утрӗ. Ҫамрӑксем унӑн шухӑшне хапӑлласах йышӑнчӗҫ. — Ҫак пакета илсе юлӑр та алӑ пусӑр. — Сывах-ха, Михайло Савельич, — терӗ хресчен, пирӗн паталла пырса: — аякран килетӗп-ха. — Эх, Саша! Эпӗ мӑйӗ ҫинче пысӑк суран пуррине, унта юн хытса ларнине куртӑм. — Мӗнле вӑл… пуҫа-пуҫӑн? Пӑхмалли шӑтӑксенчен пӗринчен ҫӗр ҫинчен илсе килнӗ ҫурма чӗрӗ шӑшие тула кӑларчӗҫ. Кашкӑра эсӗ кирек епле тӑрантарса пурӑн, вӑл пурӗпӗр вӑрманаллах пӑхать… — Мӗн? — ыйтрӗ директор чарӑнса тӑрса. Халӗ хӑй тӑрӑх нӳрлӗ ҫиле вӑшӑлтаттаракан хушӑка ту ҫинчи юханшывсем ҫын пулӑшмасӑрах ҫурса тунӑ тесе кам калӗ-ха? Нумайӑшӗ вӗсенчен ҫав тери илемлӗ, тет… Ҫар канашӗ вӗсемшӗн пӗр самантрах пит хӑрушӑ пулса тӑчӗ, ҫавӑнтан вӑйлӑраххи те вӗсемшӗн турӑ кӑна туйӑна пуҫларӗ. Йытӑ пар! Анне вӑл мӗн каланине илтрӗ те макӑрса ячӗ: «Юланутпа ҫӳремӗ-и халӗ сана, Федя? Кралич чӳречерен куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. — Ну, господин судья тата вуникӗ присяжнӑй, — терӗ ватӑ сунарҫӑ, — акӑ свидетель, вӑл сире ҫав йывӑр ӗҫе тӗпчесе пӗлме пулӑшӗ. Ӑна асаплӑ та хӑрушӑ ҫул тума тивет, ӑна эпӗ пытарасшӑн мар. Хӑшӗ харсӑр сиртен, пирӗн инструкцине Мельбурна кам ҫитерӗ? Ӑна «Хохол» тесе чӗнетчӗҫ, Андрейсӑр пуҫне унӑн ятне никам та пӗлместчӗ пулмалла. Вӑл сасартӑк каялла ҫаврӑнчӗ те, хӗрӗ пӑрахма именсе тӑнине курса, ҫиленсе кӑшкӑрса ячӗ: — Ывӑт, вӗлерсе пӑрахӑп тата! — Ҫав ҫӑмламасскер-и? Эхе-хе!.. Мӗн курни ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе, вӑл кӑштах хӑраса та кайрӗ. Эпӗ сана ҫав тери кӑсӑк япаласем пирки пӗлтеретӗп. Вӑл ҫав тери илемсӗр хуҫкаланчӗ ҫеҫ. Курма пынӑ халӑх унтан тӑрӑхласа кулчӗ, ачасене ҫӳлелле ҫӗклесе «чӑлах» ҫине кӑтартрӗҫ. Юлашкинчен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫиттӗр: таса тӗн пӗтӗм тӗнчене сарӑлтӑр, пур ҫӗрте те пӗр тӗн пултӑр, мӗнпур бусурмансем христиансем пулса тӑччӑр. Мӗншӗн мана, мур илесшӗ, никам та вӑратман? Фабрикӑра лӑпкӑ марччӗ, рабочисем ушкӑн-ушкӑн пухӑнса, шӑппӑн тем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, пур ҫӗрте те тем пирки пӑшӑрханнӑ мастерсем кускаласа ҫӳреҫҫӗ, хутран-ситрен усал сӑмахсемпе вӑрҫни, тарӑхса кулни илтӗнет. Вӑл кун Корытов колхоза шӑнкӑртаттарчӗ, Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе бригадӑсене пӗр-пӗринпе ӑмӑртса ӗҫлеме сӗнчӗ. — Ҫапла ҫав, Джим пулмасан, эсӗ кунта ларас ҫукчӗ-ха. Ҫӗнӗрен тытса хупас хӑрушлӑх пулмасан, Павел халь чи телейлӗ ача пулнӑ пулӗччӗ. Мистер Каш ҫав мустангпа пуҫсӑрскере хӑваласа ҫитесшӗн. Костя пӗчӗк кӑмака хыҫнелле кӗрсе кайрӗ, Лозневой Марийкӑна тав турӗ. Сӑпсасем сӑхнӑ вырӑнсене нашатырь тупса сӗртӗмӗр, пӗтӗмпех иртсе кайрӗ темелле, анчах ларма май ҫук. Хӑй илсе килнӗ симӗс калчана вӑл хыткан ал тупанӗ ҫине хучӗ те Алексее кӑтартрӗ: — Куратӑн-и? Асӑрха, эпӗ аллӑ ҫулта ӗнтӗ. Ҫак ҫулран таврӑнсан, эпӗ, чӑн-чӑн джентльменсем пурӑннӑ пек, пурӑнма пуҫлатӑп. — Начдива вӗлерчӗҫ! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, ҫырманалла вӗҫтерсе аннӑ май. Ун ҫумне, аякри, аран илтӗнекен сасӑ евӗр, Шурочка ҫинчен шутлани хутӑшрӗ, анчах ку тӗлме-тӗллӗхре нимӗн начарри те, мӑшкӑлла кӳрентерӳ те ҫукчӗ, пачах-ха, мӗскер-тӗр савӑнӑҫличчӗ, кӗтсе тӑни, пӑлханчӑкли, ҫакӑ чӗрене шӑппӑн-шӑппӑн та ыррӑн-ыррӑн кӑтӑклантарчӗ. Анчах та хӑни йытӑ шӑршипе кӑшт кӑна ӑнтӑхса кайман, духипе сапнӑ тутӑрпа сӑмсине хупласа, хӑвӑртрах унтан тухса кайма васканӑ. Аркадий те, Катя та чӗнмеҫҫӗ; Эпӗ сиксех чӗтретӗп…» Ишӗлнӗ ҫурт патӗнче тӗл пулнӑ виҫкӗтеслӗ симӗс питлӗ хӗрарӑм мана райсовет членӗ Ованесян доктор патне кайма кӑтартса ячӗ. Ну — мӗн кирлӗ тата сире? Акӑ пӗр ҫамрӑк ҫеҫ офицер тавра вырӑссемпе французсем пухӑнса тӑнӑ, офицерӗ французла начартарах калаҫать, ҫапах та, ҫителӗклӗ аван калаҫать темелле, мӗншӗн тесен ӑнланма пулать ӑна, халь вӑл гвардеецсен сумкине ҫавӑркаласа пӑхать. Хӑйне ҫирӗппӗн тытса, ҫамрӑк кимӗ пуҫӗнче тӑчӗ, пӑшалӗпе тискер ҫынҫиенсене тӗллесе, хӑй патне пыртармарӗ. Эсир юлашки вӑхӑтра ман куҫа та начарланнӑ пек курӑнатӑр. Марьяна вӑранчӗ те тутӑрне ҫыхма тытӑнчӗ. Кунта ӗнтӗ большевиксем те хӑваласа ҫитеймӗҫ!.. — савӑнчӗ майор. Лиза хӑйӗн рольне ҫухата пуҫланине сиссе илнӗ те ҫавӑнтах хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетсе хунӑ. Капла калани тӗрӗсрех, мӗншӗн тесен вӑл ку ӗҫӗн пӗлтерӗшне тӗрӗсрех уҫса парать. — Сирӗн ирӗкӗр, — терӗ старик. Андрий хӑйӗн патне лапчӑннӑ хӗрӗн тутлӑ тутисене ҫӗр ҫинче пулма пултарайман ырӑ туйӑмпа чуптуса илчӗ, хӗрӗн тутлӑ тутисем те чӗмсӗр пулмарӗҫ. Эпӗ килте арӑмпа тата ачасемпе ик уйӑхран ытла пурӑнмарӑм. Килте унтан ытла ларма пултараймарӑм. Ҫӗнӗ ҫӗрсене курасшӑн ҫунакан тӑранми ӗмӗт мана канлӗх памарӗ. (Стёпушка ӑмана илчӗ, ӑна ывӑҫ тупанӗ ҫине хурса пӗр-ик хут ҫатлаттарчӗ, вӑлта йӗппи ҫине тирсе сурчӗ те Тумана пачӗ.) Мӗн тери курасшӑнччӗ вӑл Гарвине, Вильямне те курасшӑнччӗ, паллах, халалсем ҫырма ухута ҫын марччӗ вӑл — пулаҫҫӗ ҫавнашкал ҫынсем. Ах, эсир, пирӗн аттемӗр!.. Колхоз витинчен тухсан, вӑл Тимофей Рваныйпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн пусса илнӗ йывӑр шухӑш-кӑмӑлпа килне утса ҫитрӗ. Пӗррехинче, вӑл ташлама вӗреннӗ чух, пӳлӗм чӳречинчен Бурназянӑн хура пуҫӗ курӑнчӗ. Ӑна кӗтмешкӗн ыйтрӗҫ. Ушкӑн умӗнче, чи малта, Фигурӑпа Квакин тӑраҫҫӗ. Грэнджерфорд е Шепердсон? Луччӗ чӑрмавсӑр», — тенӗ. Ачасем тӗлӗшӗнчен пирен выҫлӑх. «Ухмах, ҫитӗрех ҫӑкӑр; ку маншӑн авантарах, пӗр порци кофе ытларах юлать», шухӑшларӗ арӑмӗ, вара сӗтел ҫине ҫӑкӑр кӑна пырса хучӗ. Вӑл ывӑҫ тупанӗ ҫумне смала ҫыпӑҫнине чӗрнипе хӑйпӑнтарса шарламасӑр тӑчӗ, унтан ман ҫине кӑмӑллӑ куҫпа пӑхса илчӗ те каларӗ: — Суятӑн, калаҫатӑнах! — Сывлӑх начар ман. Темиҫе минутран вӑл:— Эпӗ уя тухам-ха, — ҫӳрекелем… — терӗ. Андрей телейне пула, бомбисем пурте хыҫалалла, чылай инҫете, суя позицисем ҫинелле ӳке-ӳке ҫурӑлчӗҫ, вӗсен тискер вӑйӗ мӗн тума пултарнине хӑй куҫӗпе кураймарӗ-ха вӑл, ҫавӑнпа та ун хӑрасси-тӑвасси пулмарӗ, кӑштах хусканни ҫеҫ пулчӗ. Ҫапларах уйланса выртать Аэлита, — шухӑшсем ӑслӑ-тӑнлӑ, анчах хавхи иртмест. Вӑл Юргинтан шӑппӑн ҫеҫ ыйтрӗ: — Кам ертсе пырать вара? Фельетонист пулма куллен-кун публикӑна йӑпатма, — ӑна ҫав кирлӗ, ӑна ҫав усӑллӑ, тесе, хӑвна ху ӗнентерме, балаганри пек хӑтланма… Эпӗ ун хыҫҫӑн куҫпа йӗрлесе тӑтӑм — вӑл хапха хыҫӗнче ҫухалчӗ. Начартарах куҫлӑ, сӳрӗкрех ҫаврӑнкалакан парти райкомӗн секретарӗ сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, Давыдов ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, куҫӗсем айӗнче тӑртанса тӑракан ӳтне пӗр ҫӗрелле пӗркелентерсе, унӑн докуменчӗсене вулама тытӑнчӗ. — Ҫук, ҫук, господасем… ирӗк парсамӑр, ак эпӗ каласа паратӑп сире! — кӑшкӑрашрӗ Арчаковский. Йӑла тӑрӑх, Кирдяга ӑна илме килӗшмӗн. Шубин урса кайсах ӗҫлерӗ; Лось двигатель ӗҫне пӗчӗклетрӗ, унтан пачах чарса хучӗ. Саккӑрмӗш хваттер. Эпӗ пуҫа карт туртрӑм; ҫакӑ мана чӑтма ҫук ыраттарчӗ. Инҫетрен, икӗ флангран та, тулӑ кӗмсӗртетнӗ сасӑсем илтӗне-илтӗне килеҫҫӗ. Виктори провинцийӗн чиккисене ҫывхарнӑ май ҫӗр пичӗ ытларах та ытларах ылмашӑнать. Кӑштах вӑхӑт иртсен, вӑл хӑй адресӗпе ҫырнӑ пакет илнӗ: ун ӑшӗнче леш княгиньӑна хӑй панӑ ҫӗрӗ пулнӑ. Эпӗ темиҫе сехет хушши ҫывӑрнӑ. Анчах ман ыйхӑ канӑҫлӑ пулмарӗ; мана шав нумаях пулмасть пулса иртнисем тата хам чӑтса ирттернӗ хӑрушлӑхсем тӗлӗкре аса килчӗҫ. Кунӗ те ытла ҫутӑ, уяр пулнӑ ҫав! Купцасене путсӗр ҫынсем сыхласа тӑнӑ пулмалла, вӗсенне укҫа та пӗр пин ҫеҫ мар кӑларса илнӗ пулӗ-ха… Театрта ӑна кӑшт майӗперех калама вӗрентменни мана темле пек туйӑнчӗ. Мӗскӗн чӗрчун, хурлӑхлӑн кӑшкӑрса, хаяр тискер кайӑкӑн чӗрнеллӗ ури айӗнче тапкаланма тытӑнчӗ. — Эпир хамӑр валли кӑмӑла тултаракан пурнӑҫ тупрӑмӑр, эпир чунӑн мӗнпур вӑйӗпе пурӑнатпӑр — мӗн кирлӗ ӗнтӗ унтан ытла? Ирсӗр, кичем, чӑтмалла мар кичем! — Ну, ҫитӗ! Ҫитет! Ыратакан ури хӑйне лайӑхрах итлеме пуҫланӑ пек туйӑннӑ. Урисем ыратнӑ пирки пит-куҫне пӗркелентерсе, вӑл кӳлле утса кӗчӗ те сивӗ шыва путрӗ. Гленарван пӗр тӗртсерех икӗ юланут тупрӗ те кӗске вӑхӑт хушшинчех вӗсем Паганельпе иккӗшӗ пысӑк хула хапхисенчен кӗчӗҫ. Ку хулана Пизарро ӗҫне малалла яракан, питӗ асӑрхавлӑ гени Вальдивиа туса хӑварнӑ. Пӑрахут тинӗс хӗрринчи чул хӳме патнелле ҫывхарать. Вӑрҫатчӗ-и? Мӗн тӑвас тейӗн вӗсемпе?.. Унтан, пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ те, вара Бульба пуҫне чавси ҫине хурса ҫывӑрса кайнине курчӗ. Пирӗн питрех те хамӑр пӗчӗк туррӑмӑрӑн хӑватне сӑнаса пӑхас килчӗ. Вӑл ку таранччен те ҫук-ҫке. Пулӑ мӗнле турткаланса ҫапкаланнине эпир вӑл виличченех лӑпкӑн пӑхса лартӑмӑр. Марко вӑл мӗн тунине тӗмсӗлсе пӑхса тӑчӗ. Мӗншӗн-ха вӑл апла? Вӑл хура кӗпе тӑхӑннӑ; пуҫне те хура тутӑр ҫыхнӑ. Вӑл пурнӑҫ ӑнланма ҫук кӑткӑс та юмахри пек туйӑнатчӗ маншӑн. — Сана, Капендюхин, живописец теҫҫӗ, вӑл эсӗ тӗрӗс, итальянецсен манерӗпе ҫырмаллине пӗлтерет. Дворнике уйрӑмах хисеп тӑвас тесе, Петр ун валли хатӗрленӗ парнесене хӑй илсе кайрӗ. — Лайӑххи мӗн тата? Хама мӗн кӳрентерни, халичченхи мӗнпур кӗвӗҫӳ пӗрремӗш хут мана ниме тӑман япала пек, хам мӗн туса хуни вара — питӗ пысӑк япала пек туйӑнчӗ, манӑн ун алли патне ӳксе: «Каҫар» теес килчӗ, анчах эпӗ пултараймарӑм. Павел ҫеккунтлӑха тӑхтаса тӑчӗ те тепӗр хут, вӑраххӑнтарах, вӑйлӑн:— Ҫакӑ — пулатех! — тесе хучӗ. — Ман хыҫра асаилӳсем ҫав тери нумай: Петербургри пурӑнӑҫ, пуянлӑх, унтан чухӑнлӑх, унтан атте вилӗмӗ, качча тухни, унтан ют ҫӗршывра ҫӳрени, кирлӗ пекех пулнӑ… асаилӳсем нумай, анчах асӑнмалли нимӗн те ҫук, ман умра вӑрӑм, вӑрӑм ҫул, анчах ӗмӗт ҫук… Юлташӗсем ҫинчен асӑннӑ чухне Уэлдон миссис тыткӑна лекнӗ мӗскӗн ватӑ Том, ун ывӑлӗ Бат, Актеон, Остин ҫинчен аса илсе калаҫрӗ. — Эсӗ кам хӗрачи пулатӑн? Юрату туйӑмӗсем Ку хӗл мана юрату туйӑмӗсем чылаях асаплантарса ҫитерчӗҫ. Курӑк ҫине хам татнӑ ҫырласем ӳкрӗҫ, ҫавсене пуҫтарасшӑн пӗшкӗннӗччӗ кӑна, чӗрене йӗппе чикнӗ пек пулчӗ, — хӗрарӑм вилличчӗ ҫавӑ. Николай, аллисемпе пукан хыҫӗнчен тытса, пуҫне аллисем ҫине хурса, таҫта инҫетелле пӑхса, ырхан та ҫинҫе, анчах та вӑйлӑ кӗлеткипе курӑк кӗпҫи хӗвеле туртӑннӑ евӗр пӗтӗмпех малалла туртӑнса тӑчӗ. Харлаттарни ҫавӑнта илтӗннӗ пек туйӑнать. — Ку питех кӑмӑллӑ мар! Акӑ мӗнлерех пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ эрешсем африканецсен ҫи-пуҫӗнче. Тӗрӗссипе, юлашки вӑхӑтра вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: утма та аран-аран кӑна уткалать, пӗр вӗҫӗмренех ҫынсенчен уйрӑм ларать. Дантон шутланӑ пек Берлинра та мар: хӑрушлӑх — Парижра. Тӗкмесен тӑррисене вӑрҫӑра ҫӗнтернӗ хӑйсен тӑшманӗсен ҫулпуҫӗсен пуҫӗсене татса лартнӑ. Ун пек чух халиччен пӗлмен халӑхпа паллашма питӗ меллӗ. Хӑй вӑл яланах кӑвак комбинезон тӑхӑнса ҫӳренӗ; ырхантарах сӑн-пичӗ хаяртарах пулнипе кӑна тата пуҫӗ ҫинчи вӗҫевҫӗ картузӗ капӑртарах пулни тӑрӑх ҫеҫ ӑна техниксен ялан вараланчӑк ҫӳрекен йӑхӗнчен уйӑрса илме май пулнӑ. Кӑнтӑрлахи апат ҫывхарнине туйтаракан паллӑсене эпӗ ҫав тери чӑтаймасӑр сӑнатӑп. Ҫав вӑхӑтра терраса ҫинчен чӗрене ҫӳҫентерес пек тарӑхса шари ҫухӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, ӑна пула Арто ҫӗлӗке ҫӑварӗнчен ӳкерчӗ те, хӳрине хӗстерсе, хӑранипе, каялла пӑха-пӑха, хӑйӗн хуҫи патне сиккелесе тарса пычӗ. Анчах ак сасартӑк хыҫаларах тӑнӑ ҫынсен хушшинчен Бойчо Огнянов тухни курӑнчӗ, ҫынсем шӑпах пулса тӑчӗҫ, пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Кӗр тӳрех кантӑкранФедор хӑйӗн селӗм кӗлеткипе чӳречерен хӗсӗнсе кӗчӗ. — Вӑл сирӗн, Паганель, — терӗ васкаса майор. — Ӑҫта каяс тетӗр эсир? Тепӗр енчен, ӑна ҫапла тума хӑйне хӗрхенменни ҫеҫ мар, чӗринче пытарса тӑракан кӗвӗҫӳ те хӗтӗртет, ҫак кӗвӗҫӳ ӑна акӑш-макӑш асаплантарать. Шӑпах кунта Галилей уйӑхӗсем кирлӗ пулнӑ! Урамра тӗл пулӑттӑм та тытса чуптӑвӑттӑм эпӗ сана, никам сивлеймен пулӗччӗ мана. — Календарь тӑрӑх 23 сехет те 15 минут та 16 секунда пулмалла, — тет капитан. — Пирӗн хронометр 39 секунда кая юлнӑ, — тет. Халь вӑл ҫук та, ҫаксем пӗтӗмпех манӑҫа юлчӗҫ. Ученый-географ мӗскершӗн хавхаланни паллӑ мар. Вӑл лупашкари шыв ҫине пӗкӗрӗлсе пӑхнӑ-пӑхманах хӑйне тахшин сӑхса илнӗ пек, каялла сиксе ӳкрӗ. Пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ вара патша ӑна ҫав тӗлӗнмелле хӗрарӑм ҫинчен. Ҫук, эп ӑна отставка паратӑп… — Выляять ҫеҫ пит хастар. — Каҫарӑр мана. Те мирнойччӗ вара вӑл, те мирной марччӗ — пӗлсе те илейместӗп. Ҫурҫӗрти штатран килнисем хӑйсен ялӗсене мухтама, кӑнтӑрти штатри колонисене хурлама, лешсем тата — вӗсене хирӗҫ калама тытӑнчӗҫ. Юлашки страницисене вуласа пӗтерсен, Павел кӗнекине чӗркуҫҫи ҫине хучӗ те, вут ҫине пӑхса, шухӑша кайса ҫулӑм ҫине пӑхса илчӗ. Мӑнкӑмӑллӑ шляхтичсем ыттисемпе хутшӑнса каясшӑн мар, хӑйсен команди ҫуккисем вара тарҫисемпе кӑна пӗр-пӗччен пыраҫҫӗ. Килкартине нимӗҫ пырса кӗрсенех, вӑл — чартак ҫине, вара ҫукпа пӗрех — ним сасӑ та кӑлармасть. Хӑрушлӑх пуриншӗн те пысӑк. Джемма ҫавна ман пекех аван пӗлет. Анчах ӑна арестран хӑтарас тесе контрабандистсем пурне те тӑвӗҫ. Казонде провинцийӗн чӑтлӑхӗнче вилмен пулсан, вӑл, тен, фактори патне пырса, тыткӑнрисене Алвиш аллинчен туртса илме хӑтланӗ. — Пӗлетӗн-и эсӗ, — терӗ сасартӑк Валя, — тен, эпӗ, чӑнах та, йӑнӑшатӑп пулӗ, — ман шутпа вӑл Марья Васильевнӑна кӑштах юратса пӑрахнӑ пек туйӑнать. — Мартини юрӑхлӑ та шанчӑклӑ пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Ҫаплах тата вӑл пире пур енчен те пулӑшу парӗ тесе шухӑшлатӑп. — Вулас килмест… Эпӗ иккӗмӗш ҫурта кӗрсе пӑхрӑм, унта та пӗр чӗрӗ чун та тупаймарӑм. — Пӑрсем те пӑрсем пекех, пуш хирсем те пушхирсем пекех. Вӑл иртнӗ хӗлле Ҫӗнӗ Орлеантан хӗрӗх мильӑри Сент-Жак плантацийӗнчен тухса тарнӑ; вӑл Ҫурҫӗре тарма пултарнӑ, кам ӑна тытса каялла тавӑрса парать, ҫавна пысӑк укҫа параҫҫӗ, расхутсене тӳлеҫҫӗ тенӗ. Рейн шыв юхӑмне Шафуд порогӗсем тӗлӗнче пӗвесе чармашкӑн мӗнле питӗ хӗн, ҫавӑн пекех Паганель калаҫуне тытса чарма та ҫӑмӑл мар. — Аппапа аттене пулӑшма килӗр! Тӗтӗм витнипе пурте хуп-хура — пит-куҫӑмӑр та, ал-ура та, вылямалли хатӗрсем те. — Ҫапларах. Луччӗ ман пата каяр. Ултӑ сехетре Джон якӑра кӑларма хушрӗ. Анчах унӑн качисем пит тарӑн кӗрсе ларнӑ, вӗсене брашпильпе кӑна кӑларнӑ пулать. Хӗвел калама ҫук хӗртет. Маринӑпа уйрӑлнишӗн вӑл калама ҫук хытӑ асапланать, хуйхӑрать, килӗнче те пӗччен халлӗн ларасси килмерӗ унӑн. Тӳмисене вӗҫертнӗ ҫанни чавси таран уҫӑлса кайнипе унан алли ҫинчи ҫав тери пысӑк суран ҫӗввисем курӑнаҫҫӗ. — Турра тав, сывах-ха. Акӑ тин ҫеҫ сирӗн хисеплӗ ҫыннӑр манӑн хреснатте каларӗ, халӗ ун хреснай ывӑлне итлесе пӑхӑр… Вилесси инҫе-ха манӑн. «Юрату — мӗскер-ши вӑл? Ытларах акас пулать. Таҫта мура васкатпӑр? Каласам мана хӑв ятна, эпӗ ӑна пӗлместӗп. Пирӗн ҫырма шывӗ ун чухне тарӑнччӗ, унта Лапшиновсен пӗр чуллӑ шыв арманӗ те аванах ӗҫлетчӗ. Пурпӗрех хӑраса ҫеҫ пурӑнатӑн. Эпӗ сана кӑтартса пырам… Остен хаш сывласа ячӗ. Анатра шыв ҫинче тӗтӗм тухни, ун витӗр баржа туртса пӑрахут пыни курӑнать. Чӑнах, штабс-капитан та манса кайрӗ, ҫутҫанталӑкӑн илемӗпе унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр аслӑлӑхне ахаль ҫынсен чӗри тӗлӗнсе кайсах каласа паракансемпе ҫыракансенчен ҫӗр хут вӑйлӑрах та чӗрӗрех туйса илет. — Рада! Эсӗ мана кирлӗ пек кӑтартса пар, мӗн ҫырмалла, тата мӗнле ҫырмалла. — Унтан вара, сӑмса кӑкне шухӑшлӑн хыҫса илсе, Нагульнов хӑй сӑмахне вӗҫлерӗ: — Ытлашши кичем ан пултӑр тесе, пирӗн иксӗмӗрӗн, Ҫемен, пӗр хваттере кӗрсе, пӗрле пурӑнмалла пулать. Вӑтанмалла таврӑнман вӑл, унӑн хулпуҫҫине хӑй тытнӑ упа какайӗ авӑнтарса пынӑ. Марконе кӗлне кӑларас тесе чӗлӗмне хытӑ шаккарӗ. Мана хӑтараканӗ кӗрнексӗр пӗр ҫамрӑк ҫын пулчӗ, вӑл ҫак килти ҫын пек килсе кӗчӗ те мана сума сунӑн пуҫ тайрӗ. Бархат сюртук тӑхӑннӑ, кӑвакарса кайнӑ пӗчӗк ҫын кӗрсе тӑчӗ. Ҫурт пӑхса тӑруҫӑ ӑна аллинчен тытса туртса кӑларчӗ. Акӑ мӗнле ӗҫсем, йӗкӗт. Ҫапла ӗнтӗ, ҫухалнӑ Генрин йӗрӗсене е унӑн виллине тупмашкӑн Аламо еннелле тапранса кайма шут тытнӑ: унта, тен, Морис-мустангерӑн виллине те тупатпӑр пулӗ, тенӗ. — Хаваспах, ырӑ ҫыннам, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Ҫук, юрамасть. — Ҫак самантра запорожец сӑн-питрен пӑхма самаях мӑнкӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр Пӑван эмел ӗҫрӗ. Инженер тата ӑхӑмлатса илчӗ, анчах хальхинче унӑн сасси кӑшт лӑпкӑрах тухрӗ. Кунта сирӗн нимӗн хӑрамалли те ҫук. — Эс, упа, мӗн туса хутӑн унта, э? Ара, акӑ тӑрать вӑл, эпӗ ӑна тӳрех палласа илтӗм, — ман ҫинелле кӑтартрӗ вӑл. — Итле-ха, — терӗм эпӗ, вӑл халӗ лайӑх кӑмӑллине кура, — сана мӗн тесе чӗнсен аваннине пӗлместеп, ӑна пӗлесшӗнех те мар… — Мадам ҫул ҫӳрет? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ вӑл, пуҫӗпе альбомсем ҫине сӗлтсе; Горева хӑйне ларма сӗнессе кӗтсе, вӗрсе хӑпартнӑ пек тимӗр йӗлтӗрлӗ ҫемҫе пукана урипе ҫӑмӑллӑн хӑй патнелле шутарчӗ, урисене хутлама тытӑнчӗ. Олейник нимӗҫе блиндаж патне йӑтса ҫитерчӗ. Разведкӑна вӗсем ҫак блиндажран тухса кайнӑччӗ. Разведчиксене кунта кӗтсех тӑнӑ-мӗн. Хайхи шнап… пур. — Мӗнле айванскер эсӗ! Анчах телее, ман няньӑн тарҫи, хӑюллӑ йӗкӗт, ҫурт ҫине хӑпарчӗ те мана хӑй йӗмӗн кӗсйине чиксе чиперех ҫӗре илсе анчӗ. Гусев кӑштах сехӗрленет. Ҫутӑ чиркӗве мӗнле улӑштарса пынине Андрий тӗттӗм кӗтесрен тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. — Ман хваттер патнерех пурӑнакан матрос хӗрӗ вӑл, — ответлерӗ штабс-капитан. Лере, ав, ҫӗтӗк тумтирлӗ, сарлака пит-куҫлӑ тарҫӑ-ногаец, ҫеҫенхиртен хӑмӑш тиесе килнӗскер, есаулӑн анлӑ та таса картишӗнче чӗриклетекен урапине ҫавӑрать те, пуҫӗсене ухакан вӑкӑрсенчен сӳсменӗсене хывса илнӗ май, хуҫипе тутарла калаҫса илет. Дениска ҫӑварне карса пӑрахнӑ, тур лашасем пуҫӗсене кӗлте енне тӑсаҫҫӗ, кӳме, чӗриклетсе, тулли лавпа сӗртӗнсе иртет, чикекен пучахсем Христофор аттен шӗлепкине шӑпӑрпа шӑлнӑ пек шӑлса илеҫҫӗ. Пире Леночкӑпа иксӗмӗре кӑна памӗҫ, сире тем пулсан та пама тивӗҫ. — Мучи, мӗнле ял вӑл? — ыйтрӗ Егорушка. Ытти эксплуататорлӑ классене илсен, вӗсен те помещиксен класӗн пекех шалчи тулчӗ. — Ҫапла: анчах манӑн та хамӑн шухӑшсене мӗншӗн калас мар? Эпӗ — илемлӗн калаҫни аван мар, тесе шутлатӑп. — Мӗнле пултӑр-ха тата? Кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӗҫленсе пыратчӗ. Ҫу уйӑхӗ кӑҫал ниҫта юрӑхсӑр вӗри килчӗ. — Ан турт! — терӗ хохол. — Мӗн ҫитет? — Ремонтшӑн сана миҫе ӗҫ кунӗ пачӗҫ? — пӗлесшӗн пулчӗ вӑл. Ватӑ тимрӗҫ тӗксӗмленсе кайрӗ те пуҫне айккинелле пӑрчӗ. — Яков Лукич ытлашши парӗ сана, кӗтсех тӑр… — Яков Лукич мӗншӗн тата кунта? — Мӗншӗн тесен, вӑл учетчика хӑйӗн саккунӗсене пӑхӑнтарать. Хулара погром хӗрсех пырать. Кунта апатлансан, кашни хутах ман вар ыратать. Мӗн шуйттанӗшӗн янӑ ҫак сире ман ротӑна? Юргин разведка результачӗсем ҫинчен Озерова телефонпа пӗлтерчӗ. Кукамай кабинечӗ витӗр тухнӑ чух тӗкӗр ҫине пӑхрӑм: пит-куҫӑм тарласа кайнӑ, ҫӳҫ тӑрмаланнӑ, чарусӑр ҫӳҫ пайӑркисем нихҫанхи пек те мар чанках тӑнӑ; анчах сӑн-пит хаваслӑ, ырӑ та хӗп-хӗрле пулнӑран эпӗ хама хам кӑмӑлларӑм. Сӗм вӑрманта нимӗнле сас-чӳ те ҫук, шӑп. Матвей Юргин черетсӗрех ун флягине шыв тултарса пачӗ. Совет влаҫӗ хушнисене те итлеми пултӑр-им? Уйӑх ҫутти ҫап-ҫутӑ… Паллах, вӑл манран мӗн пӗлесшӗн пулнине эпӗ ӑнланнӑ, анчах та манӑн ун патне каяс килетчӗ. Ҫакӑнтан хӑранӑ кушак ҫури, Ольгӑн аллисене тӑрмаласа, вӗлтӗрен ӑшнелле чӑмрӗ. Ара, епле вилме пултарӑп-ха эпӗ ҫакӑн пек вӑхӑтра! Унӑн виҫӗ пӳрнине татнӑ, ыттисем тӳрленнӗ. Вӑл ӗҫлеме те пултарнӑ, унтан кайран тата ҫирӗм ҫул пурӑннӑ, — малтан тарҫӑра, кайран ватӑласпа хуралра пурӑннӑ. — Вӑрмана. — Ну, сыв пулӑр эппин! — терӗ Рыбин, Софья аллине чӑмӑртаса. Ҫӗрле, пӗр виҫӗ сехет тӗлӗнче, вахтӑра тӑрса ывӑннӑ Тома темӗскерле гипноз евӗрлӗ ыйхӑ пусса илчӗ: нактоуз таврашӗнчи ҫутӑ ҫаврашки ҫине чылайччен пӑхнӑ куҫӗсем ун сасартӑк курми пулчӗҫ, вӑл вара тӑнӑ ҫӗртех кӑтӑш пулчӗ. — Эсир ухмаха ермен-и! Кӑнтӑр вӑхӑтӗнче Ганс кантӑра ҫумне кукӑр тимӗртен вӑлта туса, какай татӑкӗ тирсе шыва ярать, икӗ сехет хушши нимӗн те лекмерӗ, е ку шывра нимӗн те курӑнмасть? — Пит тултарса лартнӑ-и? Пуринчен кайра ухмах Антонушка такӑнкаласа сиккелесе пырать, вӑл куҫхаршисӗр куҫӗсемпе хӑйӗн урисем ҫине пӑхса илет, куклене-куклене, ҫул ҫинче выртакан пӗчӗк туратсене пуҫтарса хӗвне чикет, хӑй хӑлхана хупласа хурас пек хыттӑн юрлать: Христос чӗрӗлнӗ, вӑраннӑ! Кольхаун астусарах калаҫма тытӑнчӗ. Вӑл — медсестра. — Мужик ура ҫинче лӑпкӑрах тӑрать! — хушса хучӗ Рыбин. Раҫҫейре чи лайӑх мастерской! Йытӑ хыҫҫӑн Сергей ятлӑ вуникӗ ҫулхи ача пырать. Унӑн сулахай хул айӗнче акробатла вӑйӑсем тумалли ковёр, сылтӑм аллине читлӗх тытнӑ, ҫав тавӑр та таса мар читлӗхре шӑкӑлчи ларать. Кайӑкне малашнехи пурнӑҫ ҫинчен пӗлтерсе калакан тӗрлӗ тӗслӗ хутсем туртса кӑларма вӗрентнӗ. Халь Огнянов Бяла Черквана васкать, палӑртнӑ вӑхӑт ҫитиччен унта хатӗрленес ӗҫе туса пӗтересшӗн те майӑн пӗрремӗшӗнче пӑлхав ялавӗ ҫӗклесшӗн. Олейник сержант вырӑнтан тапранмарӗ. Ӑна пытарни ҫинчен хаҫатра ҫыраҫҫӗ. Эпир хамӑра кирлине юрататпӑр. Джемма кайсан, Мартини, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, терраса тӑрах уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Ҫав идеал патне ҫынсем яланах туртӑннӑ, туртӑнаҫҫӗ те. Эсир, сирӗн преосвященство, Риваресран хӑтӑлма май тупсан, эпӗ йӗркеллӗн ответ тытатӑп. Тулашри картишӗнчи ҫуртсен ҫӳлӗшӗ тепӗр енчен пилӗк футран кая марччӗ, ҫурчӗсен стенисене вартанӑ чулсенчен тӑват дюйм хулӑнӑш купаласа тӗреклӗ тунӑ пулин те, вӗсене чылай пысӑк сиенех тӑвасран хӑраса, вӗсем урлӑ ура ярса пусаймарӑм. Сана иртерех-ха, пӗр ик ҫул тӑхта… Тӳпе пӗлӗтлӗ, унта та кунта вӗт ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, сайра ҫӑлтӑрсем, ҫапах та ку пӗлет, ун айӗнче чуна та ирӗкрех, — кӑкӑр та ҫӑмӑлтараххӑн ҫӗкленсе хӑпарать, ҫӗр хытти те лайӑхрах сисӗнет. Лешӗ кайри урисем ҫине ларчӗ, унӑн вӗтӗ ҫӑмпа хупланнӑ пӳрлӗ хура куҫӗсенче мӗн пулса иртнине тавҫӑрса илейменни палӑрчӗ. — А такасем мӗн чухлӗ, Паганель? Рендич килчӗ-и? Ханкӑр сӗмлӗхӗнче Лось ӑна курмасть, унӑн чӗри хыттӑн талтлатнине ҫеҫ илтет. Вӗсем, чавсанай хӳттинерех кайса, вӑйлӑ та правур шуйттансем ҫылӑхлӑ ҫынсене тамӑк вучахнелле сӗтӗрнине, лешсем турткаланнине, ӳлесе макӑрнине кӑтартакан картина патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Карчӑк Алексей хыҫҫӑнах утса ҫӳресе, пӗрмай, чарӑнма пӗлмесӗр калаҫрӗ, вӑл ӑна темле булочнӑй патӗнчи черет ҫинчен, ӗҫ ӑнсан, унта карточкӑсем тӑрӑх хура ҫӑкӑр вырӑнне шурӑ плюшкӑсем илме май пулни ҫинчен, ҫак кунсенче вӑл трамвайра пӗр кӗрнеклӗ ҫар ҫыннинчен Сталинград патӗнче нимӗҫсене питӗ хытӑ лекни, Гитлер тарӑхнипе ухмаха ерсе кайни, ӑна сарӑ ҫурта хупса лартни, Германире халь унӑн йӗкӗрешӗ ӗҫлени ҫинчен илтнине каласа пачӗ, унӑн кӳрши Алевтина Аркадьевна, ӗҫлекенсене паракан карточкӑна тивӗҫсӗрех илнӗскер, унӑнне сӗт тыткаламалли питӗ лайӑх эмалированнӑй бидонне илсе халӗ ӑна каялла паманни ҫинчен те, Анна Даниловна питӗ ырӑ ҫынсен хӗрӗ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ халь эвакуацире пулни ҫинчен те, вӑл ҫав тери лайӑх, пур енчен те йӗркеллӗ, хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалакан хӗр пулни ҫинчен те, вӑл госпитальте ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлени тата ун патӗнче хӑнара пули-пулми ҫынсем, кавалерсем никам та пулманни ҫинчен те пӗлтерчӗ. Эпир санпа пӗр тӑвансем пекех вӗт: эсӗ хӗвелтен сунчӑк айне пытанатӑн, эпӗ — тимӗрҫ лаҫҫинче, тӑпра ҫивитти айӗнче; ӗҫлемелли кун эпӗ сыпнине эсӗ тӗрӗс асӑрхарӑн-ха, анчах эсӗ те, ӗҫлекен ҫынсем пек, вырсарникунсенче ҫеҫ сыпмастӑн пулмалла: сӑмсу сан хӗрлех авӑ… Эпӗ, ку тӳрлетӗве те йышӑнма кирлӗ пулӗ, тесе шутлатӑп (алӑ ҫупаҫҫӗ), мӗншӗн тесен пирӗн оборона промышленноҫне уйӑрса кӑларма, ӑна тивӗҫлӗ халӑх комиссариачӗн сӑнне пама вӑхӑт ҫитрӗ. Иван Яковлевич, йӗркеллӗрех пулас тесе, кӗпи ҫийӗн фрак тӑхӑнса ячӗ, сӗтел хушшине ларсан, умне тӑвар хучӗ, икӗ пуҫ сухан шуратрӗ, аллине ҫӗҫӗ тытрӗ те, кӑмӑллӑн пӑхкаласа, ҫӑкӑр касма тытӑнчӗ. Сасартӑк вӑл пуҫне пӗшкӗртрӗ те куҫхаршийӗсене, анне пекех, ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Эсӗ, Паша, ҫимен вӗт! — хыпкаланса сӗнчӗ вӑл. Ку ҫулҫӳревҫӗсемшӗн пысӑк хӑрушлӑх. Ытах та васкавлӑ пулсан, Жухрая чӗнсе пыраҫҫӗ. Вӑл пырсан тин вара халиччен пӗр-пӗрне персе пӑрахма хатӗр пулнӑ ҫынсем лӑпланаҫҫӗ. Морис Джеральдӑн хӳшшинче ун валли вырӑн ҫук! — Ну, ку ӗнтӗ ытла та! — тесе хучӗ Гленарван. Лодыжкин ку таврана лайӑх пӗлет; пӗтӗм Крым капӑр, пуян та савӑнӑҫлӑ халӑхпа тулнӑ вӑхӑтсенче вӑл, виноград пиҫнӗ чухне, ҫакӑнталла кашни ҫулах ҫитсе курнӑ. Эх, ватӑ эпӗ, кая юлтӑм, часах акӑ пӗтӗмпех суккӑр пулатӑп — хурлӑх вӑл, тӑванӑм! — Кам унта? — ыйтрӗ Палаша. «Килте мӗнле те пулин инкек пулман-и?» — шухӑшларӗ Аркадий, унтан васкасах пусма тӑрӑх чупса улӑхрӗ те, ҫавӑнтах алӑка уҫрӗ. Граф ӑна ҫапла калать пулать: «Халь эпӗ сана ҫӗр хут ытла саватӑп», — тет, леш ӑна хирӗҫ: «Эпӗ сана пин хут та ытла саватӑп…» — тет. Пытару чӑрмавӗсене Маякин хӑй ҫине илнӗ. Эпӗ сана урӑхла канаш панӑ пулӑттӑм: сутма палӑртнӑ пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе кӗтӗве хӑваласа ямалла, кайран ӑна самӑрлатма хупмалла, концентрат ҫинче тытмалла, сутасса вара ҫулла, пасарта выльӑх сахал, аш хаклӑ вӑхӑтра сутмалла. — Пит аван… Пӗр-пӗринчен кӗске вӑхӑтлӑха та пулин уйрӑлни сехӗрлентерчӗ ӑна. Ҫӗнӗлле пӑхма пуҫлани Катя урапа ҫинче манпа юнашар ларать, вӑл хӑйӗн чипер пуҫне уснӑ та кустӑрмасем айӗнче шӑвӑнса тӑрса юлакан тусанлӑ ҫула пӑхса пырать. Хӑйсен ялӗнчи чиркӳ тӑрри курӑнми пулсанах вара вӗсем пӗчӗк ачасем пекех уласа макӑрнӑ. — Эпӗ эсир калаҫма пуҫласса: кӗтетӗп, яланах пуҫа унталла-кунталла пӑрса сирӗн ҫине пӑхатӑп — манӑн мӑй ыратакан пулчӗ. — Юханшыв-и? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. «Эс йывӑра илмӗн-и, ырӑ ҫыннӑм, енчен эпӗ сана ҫак тумтире сӗнсе пӑхсан? — тесе ыйтрӑм. — Ҫанталӑкӗ ҫавӑн пекрех халь, шӑнса пӑсӑлма пулать». Ученӑйсем ҫак шухӑша пирӗн вӑхӑтра тин татӑклӑн кӑтартса пама пултарнӑ. Хӗвел ҫинче пӑнчӑсем нумай пулнӑ ҫул ҫурҫӗр шевлисем те ытларах та ҫутӑрах пулаҫҫӗ иккен. Вӗсем пекех, вӑл та инҫе ҫула кайнӑ пек тумланнӑ. Чей ӗҫӗр! Тата ҫав икӗ мӗлки тарса ҫухалнишӗн куҫ курманни тата сулахай алӑпа пени кӑна айӑплӑ-ши вара? Ҫук, ҫук, тем тусан та эпӗ юлмастӑп, мӗнле-ха апла? — терӗ те вӑл, ыттисене хӑй хыҫҫӑн ертсе, пӳлӗмрен чи малтан килкартине чупса тухрӗ. — Кам ҫинчен калатӑр эсир? Мӗн йӗркепе манӑн кирек кам ҫинчен те шухӑшлас? Манӑн сире ӑна пӑхтарас килет. Хӑшӗ-пӗри пирӗн тытӑнарах кулса ячӗҫ, хӑшӗ питне-куҫне шӳтлӗн пӑркаласа илчӗҫ; вара такам салтака кунта тӑхӑр хӗр иккенне ӑнлантарса пачӗ. Эпӗ ӗнтӗ хама хам тырӑ тӗшшисене панулми пысӑкӑш, ҫӗрулмисене кашни пӗрер пӑт таякан тумалли меслет тупнӑ, пӗр маншӑн кӑна мар ҫӳреме йывӑр ҫӗр валли нумай ырлӑхсем шухӑшласа кӑларнӑ кӑвак сухаллӑ асамҫӑ пулнӑ пек куратӑп. Унӑн хӑҫан килсе каясси килнӗ, ҫавӑн чух вӑл киле-киле кайнӑ. Куккӑшӗн килӗнче ӑна вӑл мӗн тума шухӑшланине пурне те тума ирӗк панӑ. Мана канлӗх ҫеҫ пама ыйтатӑп эпӗ. Хӗвел чакӑл тусен аҫтаха хысакӗсен хыҫӗнче ҫухалчӗ. Эпӗ хама хам чарма, тӳрленме тӑрӑшатӑп, анчах ҫакна сасартӑк тума ҫук-ҫке, ӑна пӗччен тума та май ҫук. Мӗнпе пӗтӗччӗ-ши ку тавлашу — каламашкӑн хӗн, ытах та пӗр япала ун хутлӑхне кӗрсе чӑрмантарман пулсассӑн? Пӗр сехет иртсен Гленарван тата тепӗр сехет кӗтсе тӑма йӑлӑнчӗ. Ӗҫӗ питӗ майӗпен пырать, ҫавӑнпа та вӑл каҫчен пӗтмерӗ. Тепӗр кунӗнче тин пулса ӗлкӗрчӗ. Ухмаха ересрен, тетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак сӑмахсене аса илтӗм: «…Санӑн «Монготимо Хурчка Чӗрни». Ҫакӑн пек калаттӑнччӗ эсӗ мана. Кусем иккӗшӗ ултавҫӑсем мар пулсан, хӑйсем кам иккенне ӗнентерсе париччен, ҫав укҫана илсе килтерсе, ӑна сыхлама пире паччӑр, тӗрӗс-и? Килне таврӑнма юрамасть. Мана шанӑҫ пӗтнӗлӗх, ӗмӗт сӳнӗмӗ хӑвалаҫҫӗ… Мӗнле ӗҫпе ытларах аппаланатӑр эсир? — Ырлӑха мар! — терӗ Вильсон. Вӑл «хӑйне карьера» тӑвас тесе, тем те тӑвать, имӗш. Риварес Бризигеллӑра чухне, ӗҫсем ытла хӑрушах мар-ха, арестленӗ кирек хӑш ҫынна та кардинал хӳтӗлӗ. — Сана тӗкӗнмеҫҫӗ-и? — асӑрханусӑр ыйту тухса кайрӗ манӑн. Пӗтӗмпех тӗттӗмленсе ҫитессине кӗтсе эпӗ хӑйӑр ҫине лартӑм та сухари кышлама пикентӗм. Шыв, урайне сарӑлса, алӑк айӗнчен зала юхса тухрӗ. Пӗчӗк-пӗчӗк шыв юххисем ҫывӑракан пассажирсен япалисем, чемодансем айне юхса кӗре пуҫларӗҫ. Унӑнах тата графӑн сунара ҫӳрекен йытти мӗнле вӗрнине те туса кӑтартмаллаччӗ. Ҫав ӗҫе те вӑл калама ҫук тӑрӑшса вӗренчӗ. «Кам пек пулмалла-ха тата унӑн?» — шухӑшларӗ Феничка. — Ҫапла ӗнтӗ, Зеб, ҫав ҫынсем, ҫав мексиканецсем, шӑллӑма вӗлернӗ ҫӗре хутшӑннӑ тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Ку хӑйшӗн ҫунса тӑракан Таука ҫинче пыракан Талькав пулчӗ. — Унӑн ятне пӗлместӗп. Сасартӑк иккӗшӗ те шыв айне анса кайса ҫухалчӗҫ. — Эпӗ, паллах ӗнтӗ, эсир ют ҫынсене нимӗн те калас ҫуккине пӗлетӗп, анчах парти членӗсене, тен… — Парти фактсене шанать, ман шухӑшсемпе фантазисене мар. Мӗн пермаях хӑрататӑн, тӑвассине нимӗн те тумастӑн? Вӑл ӑна малтан хӑй патӗнчен тӗртсе ярать, унтан мӑйран ҫавӑрса тытса ҫӗре ӳкерет те пылчӑк ӑшне тӑвать, ҫапла темиҫе хутчен чиксе кӑларать. — Ҫак чирлӗ ҫын та ҫавӑн пек. — Кунта тӑватӑ пӳлӗм акӑ, иккӗшне бомбӑпа ҫӗмӗрнӗ, — вӗсене юсас пулать; Тепӗр ирпе ҫутӑлнӑ ҫӗре ҫулҫӳревҫӗсем каллех тӳремлӗхе тухрӗҫ. Хӑш чухне машинӑри пӑс усаллӑн чашкӑрса янӑ, вара ҫак сасӑра — кӗрлев, ултав тата кӑшкӑру хаосне кӗтмен ҫӗртен касса кӗрекен сасӑра — темӗнле йӗкӗлтӳ, йӗрӗнӳ илтӗннӗ… Каярахпа эпӗ: «Ҫылӑх!.. — Йӗркесӗрлӗхе асӑрхарӗ те, ӑна тӳрлетсе хӑварса, малалла утрӗ. Мӗншӗн-ха вӑл ҫапла кӗтмен ҫӗртен тухса кайрӗ? Смолин ҫинчен унӑн шухӑшӗ тетӗшӗ ҫине сиксе ӳкнӗ, вара вӑл, чӗрине тапратсах, — мӗнле ответ парӗ-ши вӑл мана? Ҫак хутшӑнуран темӗнле пысӑк та ӑнланмалла мар япаласем тухнӑ; ача вӗсене хӑйӗнчен хӑваланӑ, куҫӗсене хупнӑ, хӑйне хӑратакан сӗмленӳ вылявне чарасшӑн пулнӑ. Кунтан ырри те ҫук. — Кунта Лещинский адвокат пурӑнать. Ун ҫинчи лилине Тампля тӗрминче его величество король хӑех ҫӗленӗ. Ку «Л» пулчӗ, ун хыҫҫӑн вӑл иккӗмӗшне — «Е» саспаллине ҫырса лартрӗ, малалла тӑрӑшсах «Н» йӗрлесе хучӗ, икӗ патак хушшинчи урлӑ патаккине икӗ хут туртсах паллӑ турӗ, ун ҫумне ҫавӑнтах «И» ҫыпӑҫтарса лартрӗ, вара хӑй тӗллӗн тенӗ пекех юлашки саспалли «Н» пулассине пӗлсе ҫырса хучӗ. — Ҫук, эпӗ «вӑл вилмен пулсан» тесе калатӑп. — Тата «вӑл Австралинче» тесе каларӑр. — Ҫапла, урӑх ҫӗрте вӑл ниҫта та пулма пултараймасть. — Канашлура пӗчӗк ачасен сӑмахне ӑҫта илтнӗ пур?! — тесе мӑкӑртатнӑ ватӑ Уг-Глук. — Доклад пӗтрӗ, эпир ҫурта питӗретпӗр ӗнтӗ. Суккӑр унӑн пӗчӗк аллисене чӑмӑртарӗ. Акӑ епле! Эпӗ шкул ачи мар, ҫавӑнпа та правительство мана, унӑн территорине хӗҫпӑшалсем вӑрттӑн илсе кӗнӗшӗн пуҫран шӑлас ҫук. Станицӑран Гремячий Лог хуторне ҫитме ҫын чунӗ курӑнман хирпе ҫирӗм сакӑр ҫухрӑм каймалла. Иудӑшӑн кӗлтума та чӑтӑм ҫитернӗ пулӗччӗ вӑл; пӗр шухӑшланӑ ӗҫе кирек епле пулсан та тӑватчех. — Малахов та тӑшман виҫҫӗ пени ҫине пӗрре ҫеҫ перет никак, — терӗ подзорнӑй трубаран пӑхаканни. Кун пирки ӑнкарса илес пулать — пур чухне те кирлӗ мар вӑл, тӑванӑм… хӑш чухне чӗнмесӗр ирттеретӗн те — ҫынна та юратӑн, ҫылӑха та кӗместӗн… Мӗнле ҫынсем кусем, турӑ ҫырлахтӑрах… Хӑраса ӳкнӗ поляксен хирӗҫ тӑрасси-мӗнӗ пулманпа пӗрех пулчӗ. — Мӗскер унта, Креспино? — тесе кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл мексиканецран; мексиканецӗ хӑй постра тӑнӑ ҫӗртен кӗтӗве кам хӑваланине курма кирлӗ пулнӑ. — Ҫук. Ҫапла каларӗ те хӗрелсе кайрӗ. Йӑпӑлтатса, парнесем парса, ӑна хӑйсен енне ҫавӑрасса ним чухлӗ те иккӗленмерӗҫ вӗсем. Хуҫӑк такан йӗрӗпе малалла каймалла-ши е ӑна пӑрахса тин ҫеҫ чупса иртсе кайнӑ лаша ҫулӗпе йӗрлесе каймалла-ши? Каҫпа Шурӑ Кашкӑр вигвамне Кӗске Мӑйрака, ватӑ юмӑҫ пырса кӗнӗ. — Тупа тӑватӑп, сирӗн ҫырӑвӑр пынӑ чухне эпӗ килте пулман. Унтан пуҫне Фома еннелле тайса илнӗ те алӑк урлӑ хӑяккӑн каҫса тухнӑ. Хӑйӗнчен те нимӗн те тӗпчеместӗмӗр, ӗлӗкхи пекех ыррӑн савса йышӑнаттӑмӑр. Пит пысӑк хӑрушлӑх ӗнтӗ килтен пилӗк мильӑра пуласси! Эсир, капитан, хӑвӑра пирӗн экспедици кӑмӑла каймасть терӗр пулмалла? — Шухӑшламастӑп. Ак ҫак сӑмахсене вара эпӗ юриех, вилӗм приговорне вуласа панӑ пек, татса та хыттӑн, ӑнланмалла каларӑм: — Доктор, ку улпутсем хыпаланнӑ майпа ман пистолет ӑшне пуля хума маннӑ: ӑна ҫӗнӗрен авӑрласа парӑр-ха, лайӑхрах авӑрлӑр! Унӑн куҫӗсем юнӑхса кайнӑ. Ӗҫлес кунӑм иртрӗ, 1942-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑтра метрора ирӗкчӗ пулин те эскалатор умӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑратчӗ. Павел ӑна хӑй ҫитес вӑхӑтсенчех боецсен ӗретне тавӑрӑнмалли майсем ҫинчен хӗрсех каласа пачӗ. Ку, манӑн савнӑ тусӑм, ҫамрӑклӑх пек: пурнӑҫра пӗр хут… Анчах ҫулҫӳревҫи хӑюллӑ ҫын пулнӑ. Виҫӗ ретлӗ хуткупӑс. Эпӗ хирург. Кӗҫех тул ҫути палӑра пуҫларӗ, пурте хӑйсен ҫывӑрмалли пӳлӗмӗсене саланчӗҫ, эпӗ те Бакпа пӗрле ҫывӑрма утрӑм. Ирхине вӑранатӑп та — аҫа ҫаптӑрах! — хам мӗн ятлине пач манса кайнӑ. Ҫак ӑстаҫӑ ҫӗр ҫине сӑмалапа тата йывӑҫ ҫӑвӗпе сӗрнӗ канат тӑсса хунӑ. Ҫавӑнпа та ҫӗр ҫинче чӑтма ҫук шӑршӑ, ирӗксӗрех сӑмсана хуплас пулать. Ҫак юлашки сӑмаха Касьян питӗ хӑвӑрт, ӑнланмалла мар каларӗ; унтан вӑл татах темӗн каларӗ, анчах та эпӗ ӑна илтсе те юлаймарӑм, унӑн сӑн-пичӗ вара питӗ тӗлӗнмелле пулса кайрӗ те, эпӗ ирӗксӗрех ӑна «юродивӑй» тенине аса илтӗм. — Ҫук, — терӗ Ромашов хӑйне ҫирӗп тытма тӑрӑшса; унӑн хускалми пичӗ ҫинче темле пӗр шӑнӑрӗ ҫеҫ туртӑнса илчӗ. Петр еннелле чалӑшшӑн пӑхса илнӗ хыҫҫӑн кӑна старик кӑштах ҫемҫелнӗ пек пулчӗ. «Нимӗн тума та ҫук», — терӗ юлашкинчен Базаров: — «Хӑмӑт пӑявӗнчен тытрӑн пулсан, туртаймӑп тесе ан кала. — Мӗн тума илтӗр вара ӑна эсир? — тесе ыйтнӑ мексиканка, хӑй йӑнӑшнине ӑнланса, револьверне усса ярса. Эпӗ Переброд патне ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, кӗтмен ҫӗртенех ҫавраҫил пӗтӗрттерсе хускалчӗ те тӗпӗртеттерсе хӑва-хӑва кайрӗ тусан юписене ҫул тӑрӑх. Зеб чӗлӗмне тултарнӑ та ӑна чӗртсе яма анчах тӑнӑ-мӗн, сасартӑк ун зажигалкине вӑр-вар хутаҫа чиксе хумалла пулнӑ. Ҫавӑн пекех тӑман явӑҫнӑ. Чи пысӑк хӑрушлӑха вӑл хальхи самантра инспектор енчен кӗтет. Сцена ҫинче васкаса «Назар Стодоля» ятлӑ пьеса лартма хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл ман сӑмах тӗлӗшпе иккӗленнине ним хӑварми сирсе ярас тесе, эпӗ капитана хам комода илсе килтерме йӑлӑнтӑм, вӑл комодӑн уҫҫи хамраччӗ. Иртерехех ҫулла пулса тӑчӗ. Куртӑр-и пирӗн Стара-планинана?.. Паттӑр хурах пек вӑл, ҫапла мар-и? Пӗр ҫӗрте, батарейӑра пӗр ушкӑн матрос ларать, тепӗр ҫӗрте тата, площадка варринче, ҫурри таран пылчӑк ӑшне путнӑ ванчӑк тупӑ йӑваланса выртать, тепӗр ҫӗрте пӑшал тытнӑ салтак батарейӑсем урлӑ утса иртет, ҫӑрӑлса тӑракан пылчӑк ҫинчен урисене аран-аран кӑларкаласа пырать вӑл; пур ҫӗрте те, ӑҫта пынӑ унтах, эсир япала ҫӗмрӗкӗсене, бомбӑсемпе етресене куратӑр, пур ҫӗрте те лагерь пулни палӑрать, ҫаксем пурте шӗвек пылчӑк айне пулнӑ. Эсир ман ҫине ҫилленмесӗр тӑма пултараймастӑр. Ку питӗ лайӑх шухӑш пулчӗ. Кун хыҫҫӑн вӗсем иккӗш те стаканӗсене васкаса ҫӗклерӗҫ, чӑнклаттарчӗҫ те харӑсах ӗҫрӗҫ. Атя-ха, каяр, выльӑх — тенӗ татах вӑл, хӑй кӗсри патнелле ҫавӑрӑнса. Эпӗ чӗнмерӗм. Тинӗс пӗрре те тӗк тӑмасть, ҫавӑнпа та «Дункан» пысӑкӑш судно ҫыран хӗрринелле пӗр хӑрамасӑр ҫывхарма пултараймасть. Анчах эсӗ никама та ан кала, — илтетӗн-и, Том? Никама та. Чи малтан господин Фридриксон пиччерен библиотекӑра мӗн шыраса тупни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. «Ыйт-ыйт», — тетӗп. — Эпир мула шыраса тупма шутлатпӑр, — эпир ӑна тупатпӑр та. Эсӗ куҫа кӑна курӑнмастӑн-и, индеецӑн чӑн сӑмахне кала-ха. — Кӑмӑллӑ ҫынсем, Паша! Куна валли пӗр эрнех кирлӗ пулать. Врач сире лӑплантармалли эмел патӑр эппин, ыран ирхине вара, эсир ҫывӑрса тӑрсан, эпир калаҫӑпӑр. Ҫав хуҫасен куҫӗ умӗнче, пӗчӗк, тӑвӑр пӳлӗмре иртекен хӗллехи каҫсем маншӑн йывӑрччӗ. — Кофешнине. Пойндекстер ӗлӗкхи пекех аптӑраса кайнӑ пек туйӑннӑ, анчах ун сӑн-питӗнче тата урӑххи те палӑрса кайнӑ — вӑл салхуланнӑ. Барометр каллех анчӗ, вара халлӗхе ҫанталӑк уяртасса урӑх ним те кӑтартмарӗ. — Ҫук, пачах илтми пулнӑ, — терӗ Костя. Марс ҫинче полярти юр ҫӗлӗкӗсем ирӗлни интереслӗ. Вӑрман хуллен кашланӑ. — Вӗсем те кайнӑ кунтан. — Пирӗн патра пурӑнас тетӗр-и? Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче кашниннех — тути-ҫӑварӗ ҫап-ҫара ҫу, кашниех ваттисене асӑннӑ кунхи пек какӑрса ларать; ӳсӗрӗличченех ҫисе тултарнӑ пирки пурин те куҫӗсем анкӑ-минкӗленсе кайнӑ. М-ски полкра пулнӑ япала ку. — Халӗ ӗнтӗ санӑн черет, кайса тӑр! Ҫук, манӑн хам ҫине йӑтӑнса аннӑ хуйхӑ ҫинчен тусӑма каласа парас килчӗ — ку ытла кӗтмен ҫӗртен килсе тухрӗ… — Апла ман пата правление хӑнана пыр, ҫитерсе пӑхтарӑп. Чи малтан Керчь ҫыранӗ ҫине тухрӑм. Хӑйсен куҫӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, вӗсем иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, тӗксӗмленнӗ пек пулчӗҫ, айккинелле пӑхрӗҫ, калаҫасса иккӗшӗ те Мересьев урлӑ ҫеҫ калаҫрӗҫ. О, айван, ҫынсем ҫине пӑх: никам та хӑрамасть вӗт-ха… Мӗне пӗлтерет ку — ӗҫлеместӗп тени? — Давыдовӑн лӑпкӑ та ҫинҫерех сассине илтсен, Андрей урсах кайрӗ, вӑл, пӳлӗне-пӳлӗне, пӑлханнипе кӑшкӑрса калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ ун пек вӗренмен! Эпӗ… Эпӗ… пӗчӗк ачасемпе ҫапӑҫма вӗренмен!.. Ҫурт тӑррисем витекенӗ тарӑхса, аллисене икӗ еннелле сарса пӑрахать. Кирек хӑш тӗлте те авалхи чӗрчунсен юлашкийӗсем пур. Эпир тахҫанхи туссем пек тӗл пултӑмӑр. Анчах куҫӗсем умӑмрах ун,Тыткӑнлаҫҫӗ ӑс-пуҫа;Чун чӗреме пӑтратсаПӑсаҫҫӗ ман канӑҫа. Анчах эпир киле таврӑнман-ха, хамӑр кайни мана малтанхи пекех кӑмӑла каймасть, — тесе хушса хучӗ вӑл. Поль мана йӗкӗлтет — эпӗ Поле ҫиленетӗп. Кӗтмен хӑнасем мӑнастиртен аран тасалса пӗтрӗҫ. — Энска. Курӑсӑнччӗ вӑл мӗнле иккенне… Анчах туррине тӳрех калам: училищӗре, хӑть те ҫирӗм пилӗк класс пултӑр, — ҫырассинчен, вулассинчен, шутлассинчен ытла нимӗн те вӗренме ҫук. «Упӑшка чӑнах та тӗрӗс калать-и?» — тесе ыйтать вӑл хӑрушӑ Силвио еннеле ҫавӑрӑнса, — чӑнах та эсӗр шӳтле анчах хӑтланатӑр-и? — тет. Ватӑ кӗсре ӑна итлесе, ун хыҫҫӑн чылай аякрахран пынӑ. — Эсӗ театрта мӗн турӑн? Унран та ҫурҫӗр еннерех тепӗр сӑмсаха — пирӗн картӑ ҫинче вӑрманлӑ сӑмсах тенӗ ятпа паллӑ тунӑскере куртӑм. Вӑл ҫыран хӗррине ҫитичченех ҫав тери ҫӳлӗ симӗс хырсемпе хупланса тӑрать. — Ҫук, ун пек тума юрамасть, — теес кӑмӑл та пулнӑ Натальйӑн, анчах вӑл хӑяймасть, амӑшӗ телейлӗ пулнӑшӑн, ӑна ҫынсем юратнӑшӑн тата ытларах кӳренет ҫеҫ. Малта, чылаях инҫетре, утса пыракан хӗрарӑм тумӗн вак-тӗвекӗсем каҫхи сывлӑшра уҫӑмлӑн курӑннинчен тата унӑн пӗтӗм сӑн-сӑпатне, хӑйне епле тыткаланине чухлама май килнинчен ытла та тӗлӗнмелле. Вӗсем калӗҫ: ҫакӑн пирки шухӑшлама пирӗн вӑхӑт пулман… эпир ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫпе ирттернӗ! — тейӗҫ. — Турра тав, халь уйӑх ҫути пур, тул ҫутӑличчен тата ултӑ сехет-ха. Йӗри-таврах переҫҫӗ вӗт! — терӗ Олейник, шикленерех. — Пӗлтерчӗҫ мана, унсӑрӑнах эс темскер ҫырнӑ, тет, ман ҫинчен. — Унта кайиччен кунта ларар, калаҫар. — Кам ку? — хайне чӗнессе кӗтсех тӑнӑ тейӗн, чӳрече янахӗ урлӑ тулалла карӑнса, лӑпкӑн ыйтрӗ Назанский. — Курмастӑн-им? — йынӑшса илсе ответлерӗ ӑна Ерофей Кузьмич. Хутор хыҫӗнче юртан тасалса ҫитнӗ ҫӗртме пусси ҫынсене ӗҫе йыхӑрнӑн хуралса выртать. Эпӗ ӑна нимӗн чухлӗ те хакламаннине тата ун патне уйрӑмах илешменнине кӑтартма май килсе тухасса кӑна кӗтрӗм. Кам? Риварес-и? Мана тытӑнчӑклӑн пӑшӑлтатса калаҫни вӑратрӗ. — Йывӑр ҫав! — килӗшрӗ Самойлов. — Часах набега каймалла, теҫҫӗ. Эпӗ тӑтӑм, сигара чӗртрӗм, пӳлӗмре пӑртак турткаларӑм, анчах унтан ҫурт тӑррине хӑпарас терӗм. Халех мӗн те пулин шыраса пӑхӑп. — Уйрӑлӑр! — терӗ надзиратель, унтан, амӑшне ӑсатса, мӑкӑртатса илчӗ: — Ан макӑр, — кӑларса яраҫҫӗ! Говэн, хунар тытса, ҫаврӑнакан чул патне пычӗ. — Мӗншӗн? Шоссен икӗ айккипе кӑтра та тӗттӗм вӗтлӗх вӑхӑт-вӑхӑтран ҫинҫе те ачаш сассипе: «Ҫывӑратӑп! Давыдов аллине тытса чӑмӑртарӗ те ҫиллессӗн ҫапла каларӗ: — Пӗрремӗш бригада сӳрисене суха кассине май хӑвалать. Ун аллисем ҫав ирсӗр ӗҫре вараланса кайман пулсан, ылхан ҫиттӗр мана. — Таҫта аҫа ҫапрӗ-ҫапрех… Ой, ҫаврӑнӑҫусӑрскер! Хӑрушӑччӗ эпӗ. …Пархатарлӑ туйӑм ман чӗрере ҫирӗпленсех пычӗ. Ҫылӑх ҫинчен шухӑшлама шуйттан, ӳтӗн хуҫи вӗрентсе тӑрать… Вӑл сӗтел ҫинчен бутылка илчӗ те, вӑйлӑн сулса ярса, лешне кукшарах пуҫӗнчен ҫапрӗ. Наталья Николаевнӑна эпӗ питӗ хисеплетӗп, юрататӑп, Николай, — терӗ вӑл аллине кӑкӑрӗ ҫумне тытса, — анчах мӗнех тӑвӗ-ха вӑл? Ҫапла ӗнтӗ вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем манпа ҫав ӗҫсем ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ… Кӗнекесем вулама паратчӗҫ. Вӑл Воропаевпа, тепӗр тӗрлӗ каласан, ҫутӑлса ҫитиччен, ӗҫсем пуҫланиччен, килессе кӗтеҫҫӗ, ҫавӑнпа та Виктор Огарнов, ӑна кӗтсе илес тата бригадӑсене ӑсатса ярас тесе, виҫӗ сехетрех тӑчӗ. Анчах асӑрхан, Грушницкий! Анне пӗлетчӗ вара мӗн тумаллине: пулӑ вӑлчи тата мухмӑр чӗртме чихирь илсе кӗрсе парать те, хӑй станица тӑрӑх ҫӗлӗк шырама чупать. Хӑйсен ҫулӗ ҫинче сирӗн виллӗре тупнӑ пулсан, темиҫе пин кӑткӑ сире кӑшласа самантрах шӑммӑр-шаккӑра ҫеҫ хӑварнӑ пулӗччӗ. Егорушка халь ӗнтӗ сывлӑшӗ пачах, пачах питӗрӗнсе ларнине туйрӗ; вӑл — кун пекки унӑн нихӑҫан та пулманччӗ-ха — сасартӑк пӗтӗм кӗлеткипе чӗтреме пуҫларӗ те урине тапрӗ, ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Хӗнӗр ӑна! Распискӑпа памалла! Ляхсем, хӑйсен ӗҫ начарланса пынине курчӗҫ те, ҫӳлелле хоругвь ҫӗклерӗҫ, хула хапхине уҫӑр тесе кӑшкӑрма пикенчӗҫ. — Санпа пакӑлтатса ларсан, ҫӗр улми хӑҫан шуратса пӗтерӗп эпӗ ҫакӑн чухлӗ халӑх валли? — ыйтрӗ Куприяновна. — Ан тӳссе тӑр! — хуллен хушса ячӗ Яков. Анчах та упӑшкинчен вӑл хӑрать, вӑл хушсан вара кӑмака ҫине хӑпарса каять. Эпир чӗнмерӗмӗр, Лури вара каҫса кайсах кулчӗ. Вӑл юлташӗсем хӑйне ним вырӑнне те хуманнине, хӑйӗнчен куласшӑн пулнине сисетчӗ те вӗсем ҫине кичемлӗн кӗтсе тӑракан куҫӗсемпе пӑхатчӗ; унӑн сӑн-пичӗ тӑмсайла пек пулса каятчӗ, анчах вӑл: «Ну, часрах, кулсамӑр эппин»… тесе каланӑ пек туйӑнатчӗ. Ытарма ҫук! — Марко бай, Асен ҫывӑрать пулӗ ӗнтӗ? — пуҫласаччӗ тухтӑр, еккине янӑ Иванчона мӗнле те пулин сӑмахӗнчен пӳлес тесе. Унта авалхи тӗнчен калама ҫук пысӑк библиотеки пулнӑ: ҫав библиотекӑра тӑватҫӗр пин ытла ал вӗҫҫӗн ҫырнӑ кӗнекесем упранса тӑнӑ. Зурин мана, службӑна хӑнӑхмаллах тесе, ҫине-ҫинех тултарса парать. Килте эпӗ арӑмпа тата ачамсемпе пилӗк уйӑха яхӑн пурӑнтӑм. Лӑпкӑ та канлӗ пурнӑҫа хаклама пӗлнӗ пулсан, эпӗ хама питех те телейлӗ тесе шутланӑ пулӑттӑм. Анчах манӑн каллех тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса курас килчӗ. Мӗн калӑн-ши вара эсӗ ун чухне? Урамра шӑв-шав илтсен, вӑл Петр патне пынӑ та мӗн пӗлмеллине унта пӗтӗмпе пӗлнӗ. Посыльной Юргина тата тепӗр приказ пӗлтерчӗ: взводран полк штабне халех пӗр боец ямалла. Комета тапхӑрпа ҫӳрет пулсан, ӑна чи малтан тупакан е унӑн ҫулне шутласа тупнӑ астроном ятне параҫҫӗ. Вӑл лӳпперрӗн, чипер мар, хавассӑр ташланӑ. Унӑн хускалнисенчен, хӳринчен тата уссийӗсенчен лайӑх курӑннӑ, вӑл пухӑннӑ ҫынсене те, шарак ҫутта та, хуҫине те, хӑйне те курайман… Тӑмсай! Питӗ кирлӗ япала ҫинчен пӗлтермелли пур ҫеҫ, терӗм. — Вӑл килет. Ӑна ҫийӗнчех вӗлерсе пӑрахнӑ мӗн — пуля тӳрех чӗререн тивнӗ. Радуб хӑйӗн колоннине ертсе, шӑтӑк витӗр кӗнӗ чух унпа пӗрле Париж батальонӗнче тӑракансем пилӗк ҫынччӗ, вӗсенчен тӑваттӑшӗ выртса юлчӗҫ ӗнтӗ. — Мӗншӗн тесен Турцие вилӗм кӗтет. Площадьре миллион казак ҫӗлӗке вӗлтлетме пуҫларӗ. — Сыв пулсамӑр, поручик. Анчах ӗлӗкхи Энск вокзал ҫурчӗ патне тухакан ҫӑка лартса тухнӑ анлӑ ҫул пӗтрӗ те, мӗншӗн тесен, бульвара тухсанах катара эпир темле тӗттӗм корпуссем куртӑмӑр, ҫӳлте ун тӑрринче хӗрелнӗ тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланать. Вӗсем пӑлхав еннелле туртӑнаҫҫӗ, ҫавӑн пирки вӗсене власть хӗсӗрлет. Генри мустангера хӑвалама кайни ҫинчен те асӑнать Кольхаун; анчах вӑл мӗншӗн ӑна хӑваласа ҫитме шутланӑ-ши — ҫавӑн ҫинчен капитан ним те шарламасть. Бразили, хӑйӗн чурисене ирӗке кӑларман пулин те, ҫӗннисене илме чарать, унти негрсен ачисем ҫуралсанах ирӗклӗ ҫын пулса тӑраҫҫӗ. — Депутатсем суйлас! — Кинга илсен те акӑ, — терӗ Паганель, — Бёрк экспедицинчен пӗччен пуҫпа ҫӑлӑнса юлнӑскер, вӑл та ҫаплах калать. — Сирӗн логика кунта, Артур, кӑшт уксахланӑ пек туйӑнать мана. Анчах палӑртнӑ вӑхӑт ҫитрӗ те, вӑл каллех хӑйӗн ӗҫне тытӑнчӗ. Пурпӗрех мана ӗненмерӗҫ. — Ху кам пулнине те пӗлместӗн-и? — Мӗн тума? — пӳлчӗ ӑна Павел. Вӗсем патне хӗрарӑмсем пырса ҫитрӗҫ. Каҫ пуласпа ку ҫумӑр пӗлӗчӗсем те сапаланаҫҫӗ, вӗсен юлашкийӗсем, кӗрен тӗтре пек пӗлӗт пулса, хӗвелтухӑҫнелле кайса куҫран ҫухалаҫҫӗ. Хӗвеланӑҫ, ирхи хӗвелтухӑҫ пекех, лӑпкӑ. Тӗттӗмленнӗ ҫӗрӗ каҫхи шурӑмпуҫ шупка кӗрен ҫутӑпа кӑшт ҫутатать те часах сӳнсе ларать, ун вырӑнне пӗлӗт ҫине халь сӳнсе ларассӑн варкӑшса ҫунакан ҫурта пек, каҫхи ҫӑлтӑр килсе курӑнать. — Ҫук, ку ҫеҫ мар-ха, — тесе тата малалла тӗпчерӗ лешӗ, халӑх епле кӗрлесе илнине пӑхмасӑр. Лешӗ, чунтанах шӑртланса кайнӑскер, хӑшне те пулин лектерес тесе, чӑмӑрӗпе енчен-енне хӑмсарать кӑна. Мӗн тунӑ пулӑттӑм ӗнтӗ эпӗ сансӑр, Артур? Эпӗ каланӑ сӑмах ҫакӑн пекрех тухрӗ. Акӑ, вӑл темшӗн хӑйӗн кӗпин вӗҫерӗнсе кайнӑ манжетне туртса татрӗ те ӑна кӗтесселле ывӑтрӗ. Погром Павлюкпа Голуб отрячӗсем ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн та виҫӗ кун иртсен пуҫланса кайрӗ. Пӑхар-ха, мӗн ӗҫлеҫҫӗ унта! — Олеся, мӗншӗн эсӗ мана улталаса калатӑн? Аван мар ку сан енчен… Ниҫта та ҫутӑ пайӑрки курӑнмасть. — Унтан вӑл хӑй упӑшкине, — эпӗ иртсе пынӑ чухне кулкаласа калаҫрӗ адвокат, — санпа пурӑнмастӑп, пурӑнма та шутламастӑп, тесе тӳрех пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен… Юрать-ха ку таранччен никам та мана ухмаха ернисен ҫуртне хупса лартасси пирки тавҫӑрса илеймен. Анчах унӑн варри патне ҫывхарнӑҫемӗн унӑн ҫыранӗсем тӑвӑрланаҫҫӗ, ӑна икӗ айӑккипе хупӑрласа илнӗ сӑртсем сарӑлма памаҫҫӗ. Хамӑн хуҫампа танлаштарсан, эпӗ, паллах, ҫын мӗнлине унтан авантарах ӑнланатӑп, ҫавӑнпа та вӑл каласа панӑ ехусен уйрӑмлӑхӗсене хамӑн тата хамӑр ҫӗршыври ҫынсен уйрӑмлӑхӗсемпе ҫӑмӑллӑнах танлаштарса пӑхрӑм. Эпӗ пӗр-пӗчченех ҫула тухса кайрӑм. Вӗсен взвочӗ тӑсӑлса кайнӑ походнӑй колоннӑра чи малта — умри дозор хыҫҫӑн пырать. Пытанаҫҫӗ ҫав, шуйттансем… Мана хамӑн портрета ӳкерсе пар. Аслӑ, питӗ ӑслӑ, пуян та-ҫке, мур илесшӗ! — Епле, кӑна эсӗ мана калатӑн-и? — тесе ыйтрӗ салтак. Сасартӑк хуҫа хӑйӗн хӑнисене шӑп пулма ыйтнӑ та, сӑмалаланӑ бутылкӑна уҫнӑ май, вырӑсла хыттӑн:— Манӑн ырӑ Луиза сывлӑхӗшӗн! — тенӗ. Васкаҫҫӗ вӗт, э? Дегтярев каскипе тӑпра ӑсса илчӗ те жалюзин вӗри решетки ҫине тӑкрӗ. Решетке айӗнче ҫаплах-ха мотор хӑртлаткаласа илет, ӗҫлеме тытӑнасшӑн ӗнтӗ. «Ан хӑра, хӗрӗм», — тенӗ вӑл Лизӑна. — Ман йытӑ ҫыртмасть». Ҫӗнтерӳ те кӑшт хӗрарӑм евӗрлӗрех вӗт. Булочнӑй ӗҫӗсем питех те лайӑх пыратчӗҫ, манӑн хамӑн ӗҫсем — начарланнӑҫемӗн начарланчӗҫ. Хальхинче ҫулҫӳревҫӗсем нихӑҫан та ҫын алли пырса тӗкӗнмен ҫӗрсемпе пыраҫҫӗ. Сӑртсем умӗнче те, вӑрмансем умӗнче те чарӑнса тӑмасӑр, геометрин пирвайхи аксиомине — икӗ пӑнчӑ хушшинчи ҫывӑххи тӳрӗ лини тенине хытӑ астуса тӑрса, вӗсем ниҫта пӑрӑнса кӗмесӗр тӳрӗ линипе пыраҫҫӗ. Ывӑнни те, ҫул йывӑр пулни те вӗсене тытса тӑма пултараймасть. Хӑйсен утӑмне вӑкӑрсен лӳппер утӑмӗсемпе виҫсе, караван малалла шӑвать. Вӑкӑрсем хӑвӑрт кайма пултараймаҫҫӗ, анчах ун вырӑнне пӗр хускалса кайсан, нихӑҫан та чарӑнса тӑмаҫҫӗ. Ҫапла майпа икӗ кун кайса утмӑл миль тусан, декабрӗн 23-мӗшӗнче, каҫпа караван Эппли хулине ҫитсе кӗчӗ. Ку хула, Виктори провинцийӗн пирвайхи хули, Виммере округӗнче шӑп кӑна ҫӗр хӗрӗх пӗр градуслӑ долготара вырнаҫнӑ. Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче ишӗлсе аннӑ шӑллӑ стена пек туйӑнакан Покатоа-Вендж сӑрчӗсен пирвайхи кӑтрашкисем курӑнчӗҫ. Пӗр вырӑнта кӑштах тӑрсан, хӑнӑхман пирки, протезсене урасем ҫумне ҫирӗплетнӗ вырӑнта питӗ хытӑ ыратнине туйса, Мересьев малтан хуллен кӑна пӗр костыльне, унтан теприне илсе пусрӗ, кӗлеткин пӗтӗм йывӑрӑшне вӗсем ҫинелле куҫарчӗ, вара малтан пӗр урине, унтан тепӗр урине малалла туртрӗ. Геркулес моряк мар, тен, улталаҫҫӗ пуль ӑна куҫӗсем? Эсӗ агитаци тума килнӗ, ытах кулаксенчен хӑраса ӳкрӗн пулсан, наган илсе ҫӳре, анчах ӑна ҫиелтен ҫакса ҫӳреме ан хӑйнӑ пултӑр. Часах вӑл Пӑван канӑҫсӑр ҫаврӑнкаланине илтрӗ. Гродно хулинче ҫарта пулнӑ чухне вӗсене тӑраничченех курнӑ. «Владивостока Ҫӗпӗр ҫыранӗсем тавра ҫаврӑнса каяс текен малтанхи шухӑша пирӗн ирӗксӗрех пӑрахӑҫа кӑлармалла пулчӗ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем юланутпа килнӗ, хӗррисене антарса лартнӑ ҫемҫе шлепкесем вӗсен куҫӗсене ҫутӑ хӗвел пайӑркисенчен хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ; тепӗрисем тата фургонсен шурӑ ӳплисем айне е каретӑсен хитре чаршавӗсем хыҫне пытанса ларнӑ. Гусев ҫакӑн пӗлтерӗшне тӳрех ӑнланса илчӗ: кактуссен чӑтлӑхӗнче ҫар карапӗн — ӗнерхи хӑвалуҫӑн — решеткеллӗ виҫӗ мачти тӑртанса тӑрать. — Ну, мӗнле пурӑнатпӑр? Нихҫан пулман япаласене аса илтеретчӗҫ вӗсем мана. Районсем вӗсене, пӗлсех, юриех, хулари парти конференцинче тепӗр хут итлесе пӑхас тесе, мандатсем панӑ. Индеец нимӗн те ӑнланайманни курӑнсах тӑрать, мӗншӗн тесен вӑл, юлашкинчен, испанилле ҫапла каларӗ: — No comprendo. — Ҫывырны чох эс хырылтататын-и, чонымҫым манын? Вара каллех, ҫил шӑхӑрнинчен, тата тӗлӗн-тӗлӗн ҫуна тупанӗсем кӑчӑртатнинчен пуҫне, урӑх нимӗн те илтӗнмен. — Мӗншӗн тесен, — терӗ йӑл кулса Разметнов, — ҫынни чирлӗскер вӑл. Пирӗн пӗтӗм Союзӗпе паллӑ виноградарь-опытник, вӑрҫӑ геройӗ, Опанас Иванович Цимбал та пур. Вӗсен ячӗсене ыйтса пӗлмерӗ, вӗсем камне те асӑнмарӗ кил хуҫи, Гленарванпа унӑн юлташӗсем хӑй патне ҫитичченех вӗсене чун чӗрипе савса тараватлӑн ҫапла чӗнчӗ: — Ютҫӗр ҫыннисем, Падди О'Мур ҫуртне кӗме ыр сунатпӑр! Кунта вӑрӑ-хурахсем пирӗн хыҫҫӑн, эпир унччен шутланинчен те тимлӗрех сӑнаса ҫӳрени палӑрчӗ. Шаповаленко хӗлӗх евӗр туртӑнса тӑсӑлчӗ те аллине кӑлтах карттусӗн сӑмси ҫумне авса хучӗ. Ҫак ҫӗршывӑн королӗсем ҫакнашкал питех те хӑрушӑ майпа усӑ курасшӑн мар пулнине тата тепӗр паллӑ вырӑн йышӑнакан сӑлтавпа ӑнлантарса пама пулать. Ӑна палламан ҫамрӑк ҫинче тискерлӗх, пӗлмен хӑрушлӑх пур пек туйӑннӑ. Таркӑнсем тӑвӑллӑ ҫумӑр ҫуса тунӑ сукмак патне ҫитсен пӗр-пӗрин хыҫҫӑн утрӗҫ. Вӑл хӑйӗн чарусӑр та чапрас куҫӗсене Воропаев ҫине куҫарчӗ. Пӑх-ха эс ӑна: ирӗклӗ пулассине сиссенех мӗнле улшӑнса кайрӗ вӑл! Мересьева ҫак пысӑк, шыҫса кайнӑ ҫын пӗрре пӑхса илсенех темшӗн кӑмӑла каймарӗ, вӑл ӑна икӗ санитар, икӗ сиделка тата сестра аран-аран ҫӗклесе кровать ҫине хунине кӑмӑлсӑррӑн сӑнаса выртрӗ. Унӑн ашшӗ, секунд-майор Петр Иванович Белкин, хӑйӗн арӑмне Пелагея Гавриловнӑна Трафилинсен йӑхӗнчен илнӗ. Вӑл пушӑччӗ. Пӳлӗме кӗнӗ чух аслӑ Артамонов хӑй ӑсӗнче вӗсене юнаса илчӗ: «Тӑхтӑр акӑ, вӑл таврӑнсан — кӑтартӗ-ха сире ӑна-кӑна…» Ункӑпа ҫаклантарса илсен, вӑл киммине хӑй патнелле туртса каҫарнӑ. — Тупӑшакан? Анчах ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлӗ, вӑйӗ-хӑвачӗ лайӑх хевтелентерсе тӑраҫҫӗ-ха Кондратькӑна, кӗлетки ытлашширех сарӑлса пыни вӑл — нимех те мар. — Итле-ха, старик, — терӗм эпӗ, унӑн хулпуҫҫинчен тытса, — ырӑ ҫын пул ӗнтӗ, пулӑш пире. Мӗн шутлатӑр эсир, Дмитрий Никанорыч? Халӗ шартлама сивӗ. Хавальдар ҫурри вӑранчӗ. Ҫак темиҫе кун хушшинче Джемма вунӑ ҫул ватӑрах пек туйӑннӑ. Кӑшт ҫеҫ кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗ халӗ ӗнтӗ нумай ҫӗрте палӑрмаллах шуралнӑ. Лере, тусем хушшинче, ҫав хӗрарӑм яштака пӳ-силлӗ, вӑрӑм ҫивӗтлӗ тата парӑнса пӑхӑнакан тарӑн куҫлӑ чура-черкес хӗрӗ пек курӑнать. Чулсемпе вӑркӑнтарма пуҫларӗҫ… Хам вӗсенчен таратӑп, хам мӗн пултарнӑ таран сана, пӗчӗкскере, хӳтӗлетӗп… Кӗҫех сехет виҫҫӗ ҫапрӗ. — Малалла кайма пулмарӗ ҫав, хӑта. Ҫамрӑкрах-ха вӑл». Кометӑн тапхӑрне кӑтартман пулсан, ӑна вӑл Ҫӗр ҫывӑхӗнче хӑш ҫул курӑннӑ, ҫав ҫул ятне ҫеҫ параҫҫӗ, сӑмахран, 1811 ҫулти комета теҫҫӗ. — Ӑна эпир пӗлместпӗр-ха. — Часрах! Хӑрушлӑх ҫинчен Огнянова пӗлтерме пултаракан шанчӑклӑ ҫын тупасшӑн пулса, вӑл ҫаплах чӳрече патӗнчен пӑрӑнмарӗ. Эпӗ хама-хам такам улталанӑ пек тухса карӑм, кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Ҫав спектакльпе ман темӗн чухлӗ ӗҫ капланчӗ. Вилеймен йытта пула хам роле те йӑлт манса кайрӑм ӗнтӗ. Хулара пилӗкҫӗр пин ҫын таран шӑнӑҫса пурӑнма пултарать. Ҫурчӗсем виҫшер те пилӗкшер хутлӑ. Лавккисемпе пасарӗсенче тавар тӑп-туллиех. Хӑлхасенче янрарӗ, шатӑртатрӗ, юрларӗ, икӗ чӗлхепе те пӗрре савӑнӑҫлӑн, тепре хӑравҫӑн кӑшкӑрни, хӑрӑлтатни, шӑлсене шатӑртаттарни, вӑрҫни, йывӑррӑн сывлани илтӗнчӗ. Ну, уйрӑлтӑмӑр пултӑр. Куна кам та пулин санпа мыскара туса хӑтланнӑ пулӗ. — Ӑхӑ… — ответлерӗ Лена. Воропаев вӑл йӑл кулнине сисрӗ, унӑн кулли Воропаевӑн мӑйне пырса тӗкӗннӗ пек пулчӗ. Юлашки вӑхӑтра Луиза унпа ытла вичкӗнех мар, кӑшт ҫемҫерех калаҫнӑ. Итлӗр! Унтан вӑрӑ-хурахсем еннелле кӑшкӑрчӗ. Авӑнчӑк, ачаш куҫхаршийӗсем унӑн яланах кӑштах ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, пӗрмаях вӑл темскерле савӑнӑҫ килессе кӗтнӗн туйӑнать; хӗп-хӗрлӗ тути хӗрри кӗтессисем кӗҫех йӑл кулса яма хатӗр, тутисем, шӑкӑрах ларан йӑвӑ та вӗтӗ шӑлӗсене витсех ҫитереймесӗр, уҫӑларах тӑраҫҫӗ. Анчах та эпӗ мӗн ҫинчен шухӑшласан та пӗр Катя ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӑм! Эсӗ пӗлетӗн-ха, эпӗ вӗт санран пирӗн пата пачах пырса ҫӳреме чарӑнмашкӑн ыйтасшӑнччӗ. Вара, шухӑшламасӑрах, ҫав самантрах маузертан вӗсем ҫинелле шаплаттарчӗ, — тусан ҫӗкленчӗ. Ҫул ҫинче мӗнле май килет, ҫапла шухӑшлама тытӑнтӑм вара эпӗ вӑл хӗр ҫинчен — пӗр ҫыхӑнусӑр-мӗнсӗр, ҫапах та ҫивӗччӗн шухӑшларӑм, яла ҫитсен килти ҫынсем умӗнче, уйрӑмах Катенька умӗнче икӗ кун хушши темӗншӗн хурлӑхлӑ та шухӑшлӑ пек ҫӳреме шут тытрӑм, Катенькӑна эпӗ унашкал ӗҫсене лайӑх пӗлекен хӗр вырӑнне хуратӑп, ҫавӑнпа ӑна хамӑн чӗре мӗнле туйӑмсемпе тапни ҫинчен систерсе каларӑм. — Юрать. Ӗлӗкхи алтаре тӗкӗнмен, вӑл, хӑй таврашӗнчи темӗн чухлӗ пӳлӗмсемпе пӗрле, — вӗсенче мулсем, чӳк япалисем те кӗлӗ хатӗр-хӗтӗрӗсем упраннӑ, ҫаплах тата мистикӑлла чи вӑрттӑн оргисем вӑхӑтӗнче уйрӑм тӗллевсен техӗмӗсене тупнӑ, — малтанхи сивлек ансатлӑхӗпех тӑрса юлнӑ. Унта вӑл хӑйне валли юр ӑшӗнче шӑтӑк алтнӑ та улӑм сарнӑ, ҫӗлӗкне лайӑххӑн тӑхӑнса чаппанӗпе пӗркеннӗ, ҫиелтен ула пирпе витӗннӗ те, ҫилпе юртан хӳтӗлекен ҫуна хупӗ ҫумне сӗвӗнсе, сарнӑ улӑм ҫине кӗрсе ларнӑ. Молчуншӑн вара Щукарь мучи ӑнлантарса пачӗ. Вӑл пӗчӗк хут татӑкӗ ҫине вӑр-вар темскер чарлаттарса ҫыркаларӗ те Давыдова тыттарчӗ, унтан, куҫӗсемпе хутсем ҫине тирӗннӗ хушӑрах, сивӗ, тарланӑ аллине тӑсса пачӗ. — Пӗччен-и? Хӑш чух вӗсем ҫаралса кайнӑ калча ҫине ҫитсе тухнӑ, вара ҫуни шӑн тӑпра муклашкасем ҫинче кӗмсӗртеттернӗ. Пурнӑҫ хӑвӑрт юхса пычӗ, кунсем тӗрлӗрен тӗрлӗ пулчӗҫ. Сулӑ саланса кайнӑ чухне ҫӑлӑнса юлнӑ апат-ҫимӗҫсенчен каҫхи апатран нимӗн те юлмарӗ. Амӑшӗ вара вилнӗ кинне тарӑхма пуҫлать. — Пуҫне ҫавӑрнӑ ҫав ҫӗлен! — тет вӑл карчӑксем умӗнче, вӗсемпе кӗтӳ хӑваланӑ чух тӗл пулсан е каҫ пуласпа хӑйӗн килкарти умӗнче халапланса ларнӑ вӑхӑтсенче. Халӗ ӗнтӗ лешсен киммине хӑвӑртрах тупас пулать, вӑл хамӑра кирлӗ. Малалла шумалла-и? — Ӑҫта кайма? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ Марин. — Ҫынсем ӑнланччӑр тесе… Лашасем ӑна начарскерсем лекрӗҫ, лавҫи — ватӑла пуҫланӑ Иван Аржанов колхозник — чӗмсӗрскер, хуторта ӑна пурте тӑмсайрах этем, теҫҫӗ. Кашни утӑмрах ӑна хӑй чи ҫӑмӑл япаласене пӗлменни чарса тӑчӗ; вӑл чунпа ҫунас вырӑнне кистьпе кӑна ӗҫлерӗ, унӑн хӑнӑхнӑ ӗҫ меслечӗ творчествӑллӑ фантазине тӑлласа тӑчӗ. — Вара каллех кушака ачашлама пуҫларӗ. — Ку вӑл ман йӑмӑкӑн Ольга Ивановнӑн ачи, — терӗ Кузьмичов. Вӑл, эпӗ халӗ ҫеҫ асӑннӑ металсем нумайрах илсе, пирӗн ҫӗр евӗрлӗ пӗр шар турӗ; ун ҫине сывлӑм пек шыв пӗрхӗнтерсе сапсан шыв ҫийӗ хӑмпӑланать, йӳҫет, унта пӗчӗкҫӗ тусем пулса тӑраҫҫӗ: тӑвӗ тӑрринче кратер уҫӑлать те вӗри пӑс сирпӗнсе тухать; шар ҫав тери вӗриленсе кайнипе ӑна алӑпа тытма та ҫук. Ирпе ирех хам мӗн-мӗн тӑвас пирки план турӑм — пысӑках та марччӗ планӑм, анчах тертлӗ делопроизводительсемпе те секретарьсемпе калаҫасси мана тахҫанах йӑлӑхтарса ҫитерни ун тӑрӑх та курӑнать пулӗ. Епле-ха эп ӑна ку тарана ҫитсе те ӑнланса илеймен! Столовӑя антӑм, пичче сӗтел хушшинче ларать, вӑл хӑйӗн ирхи апатне те ҫисе пӗтере пуҫланӑ. — Эсир йӑвӑнатӑр кукка. Мӗн кӗтет ӑна унта? Анчах та вӗсем тӑрӑх вӑл кӳршӗпе ашшӗ мӗншӗн сутлашнине уҫҫӑн ӑнланса илме пултараймарӗ те, ӗҫ тӗрӗс татӑласса шанса, вӑл мӗнпе пӗтессе кӗтме шухӑшларӗ. — Халлӗхе, вӑл чӗрӗ чух, эп ыттисем ҫине пӑхма пултараймастӑп… Решеткен урлисем миҫе? — Эх, — терӗ Ромаҫ, — кӗнекесене шел! — Гаучо? — терӗ те Паганель, хӑйӗн тусӗсем енне ҫавӑрӑнса, ҫапла хушса хучӗ: — Ҫав тери хӳтӗленсе тӑма та кирлӗ марччӗ! Ҫав Мишах пирӗн, шкулта кулӑшла журнал кӑларма тытӑнчӗ. Вӑл йӑлт юшкӑнпа вараланнӑ, анчах хӑйӗн хаклӑ шӑвӑҫ ешчӗкӗ тӗрӗс-тӗкел юлнишӗн питех те савӑннӑ. Берездов местечки пӗчӗк. Аякри тӗттӗм кӗтес, ӗлӗк вӑл еврейсене пурӑнма ирӗк панӑ районӑн чикки пулнӑ. Эрехпе ҫӑмӑлланнӑскер, тухрӑм та вӑл кучера мӗнле пӑсӑрлантарнине итлесе тӑратӑп. Ку вӑл тахҫанах пулнӑччӗ, анчах эпӗ ӑна аса илтӗм. Паганель, пӑшӑрханса та пулин, Элен кӑтартса панисемпе килӗшрӗ, вара пӗччен пурӑнӑҫӑн тивӗҫлӗхӗсемпе ҫитменлӗхӗсем ҫинчен калаҫу Амстердам утравӗсем патне «Дункан» пӗр миль ҫывӑхне ҫитичченех тӑсӑлса пычӗ. — Эсир таврӑнасса, — йывӑррӑн сывласа каларӗ Эмиль, ун сасси янраса илчӗ те чарӑнчӗ: — анчах сире… Художниксемпе искусство ҫинчен вӑл питӗ хӑюллӑ калаҫрӗ: авалхи художниксене ытлашши мухтаҫҫӗ, вӗсем пурте Рафаэльччен ҫын кӗлеткисем мар, селедкӑсем ӳкернӗ; вӗсем ӳкернӗ портретсем пӗр кӑлтӑксӑр гени ҫынсен шухӑшӗнче кӑна; Ман носкисем ӑҫта? Мана унӑн лӑпкӑлӑхӗ, вӑл тикӗссӗн, витӗмлӗн, ӑнланмалла калаҫни кӑмӑла каять. Анчах унӑн мӗнрен хӑраса тӑмалла? Чан ҫапмалли сӑлтавсем сахал-и вара? Старик хӑйне хӑй: «Нимех те мар. Эпӗ кунта пулнине никам та пӗлмест. Эпӗ кам иккенне те пӗлмеҫҫӗ», терӗ те лӑплана пуҫларӗ. — Акӑ пӑхӑр, Аксинья Федоровна, сирӗн юратнӑ ывӑлӑр мӗн хӑтланать! — Ку вӑт — пурӑнӑҫа чӑннипех улӑштарни пулнӑ — ырласа илет вӑл. Вӑл пит ҫӑткӑнччӗ, яланах выҫӑ ҫӳретчӗ. Амӑшӗ ҫавӑнтах, хӑйне кичем те хӑрушла савӑнӑҫ ҫавӑрса илнӗ пирки чӗтресе, ӑна пуҫӗпе сулма тытӑнчӗ. Ман шухӑшпа, эсӗ халех чугун ҫулпа килелле вӗҫтереттӗн… Эпир астрономран Уйӑх ҫинче мӗншӗн ҫакнашкал вӑрӑм кун пулнине ӑнлантарса пама ыйтрӑмӑр. Пурте сарлака ҫунатлӑ ҫӑм шлепкесемпе е хӑмӑр ҫӗлӗксемпе, шурӑ кокардӑллӑ, нумай четкисемпе амулетсем ҫакса янӑ; чӗркуҫҫи таран шалпар шӑлаварсем, сӑран курткӑсемпе сӑран пушмаксем тӑхӑннӑ. Пурин те чӗркуҫҫийӗсем ҫара, ҫӳҫӗсем вӑрӑм. Хӑш-пӗрисен пит-куҫӗсем тискер, анчах пурте айваннӑн пӑхаҫҫӗ. — Ҫук, паллах. Гасиенда хайӗн фасачӗпе прери еннелле пӑхса ларать, прерийӗ ун умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр ешӗл симӗс кавир пек, горизонт патне ҫитиех сарӑлса выртать. Этемӗн хӑйӗн пӗр пайӗ пулса тӑнӑ япала манӑҫаймасть. Ну мӗн тӑвӑттӑн-ха ӗнтӗ эсӗ мана тӗл пулман пулсан? — шӑлнӗ ҫине пӑхмасӑрах, хаяртараххӑн каларӗ пиччӗшӗ. Пӑван каллех ахӑлтатса кулса ячӗ. Киш ҫинчен ватӑ ҫынсемпе унӑн ашшӗсем хӑйсен ачисемпе вӗсен ачисене нумай юмахсем кала-кала кӑтартаҫҫӗ. Хӑвӑрӑн Германи пӗтсе лариччен пурӑнма ирӗк парӗҫ сире. Паллах ӗнтӗ, хупман! Отставкӑна тухнӑ фон Дöнгоф майора Санин килте тӗл пулчӗ — вара, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ господина курсан, ҫавӑнтах хӑйӗн тахҫанхи тӑшманне палласа илчӗ. Ҫав батальона ҫырӑнакан ҫынна уйӑхне 60 тенкӗ шалу, офицер тумӗ, ҫул укҫи параҫҫӗ тесе ӗнентеретчӗҫ пулин те, никам та вӑхӑтлӑх правительствӑшӑн вилесшӗн марччӗ, вилӗм батальонне вара манӑн тӑван мар атте йышши вӑрӑ-хурахсем ҫеҫ ҫырӑнатчӗҫ. Ӑнлантӑр-и? — Монсеньор лайӑх пӗлет-и ҫак вырӑна? Сӑмахран, калас-тӑк, эс ӗнер тӑватӑ мороженӑй ҫисе ятӑн, йӑмӑкна вара тӗсне те кӑтартмарӑн. — Сана ҫавах вӗлеретӗп эп, — терӗ вырханса Половцев, хӑй кравать умӗнче пуҫне вӑкӑр пек пӗксе тӑчӗ. Вӑл вӑтам пӳллӗ; унӑн яштака та ҫинҫе кӗлетки тата сарлака хул пуҫҫийӗ вӑл ҫирӗп ҫын пулнине, куҫса ҫӳрес пурнӑҫри мӗн пур инкеке те йӗпе-сапана тӳссе ирттерме пултарнине кӑтартать. — Ҫапла, тӗрӗс: Сара Мери Вильямс. Курасса вара хам ӗмӗрӗмре мӗн кӑна курман пулӗ? Эсӗ ӗҫетӗн-и? Малтан чуптума тытӑнаҫҫӗ, унтан вара пӗр-пӗрине вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисенчен ҫавӑрса тытаҫҫӗ… Чӑнах та, пиччӗшӗ каланипе йӑмӑкӗ килӗшрӗ, анчах ку хутӗнче лешӗ йӑнӑшрӗ: хӑй пӗлмӗн япаласем ҫинчен ачана шухӑшлаттарас мар тесе ӗмӗтленсе, ҫутҫанталӑк хӑех ачан чунӗнче вӑратнӑ хӑватлӑ туйӑмсем ҫинчен Макҫӑм пачах та маннӑ. Кӗскенрех кала — пирӗн, хӑвӑртрах аяла анса, ыттисемпе пӗрле ӗсӗклесех макӑрмалла, унсӑрӑн вӗсем пирӗн пирки элек сарма тытӑнаҫҫӗ. Интермедисем Ҫак ирӗкре, йывӑҫсен хӳттинче, пулса иртекен трагедие хутшӑннӑ кашни ҫынех ҫапла шухӑшларӗ: «Часах Морис Джеральдӑн чунӗ тухать». Эпӗ пуҫа султӑм, мӗншӗн тесен ун ҫинчен илтнӗччӗ ӗнтӗ. Хулпуҫҫийӗсене хускатса илмесӗрех, вӑл тискер кайӑкла хыпаланса йӗри-тавра пӑхкаларӗ, уҫӑмсӑр сасӑпа ыйтрӗ: — Винтовка илес-и? Инҫетре, вӑрман хыҫӗнче, пӗлӗт шурӑ тӗтӗмпе капламланса ҫӗкленнӗ. Эсир тулли юхакан юханшывсем типсе пӗчӗк ҫырмасем кӑна пулса юлнине, океансен пӗр ҫыранӗсем типсе юлса тепӗр ҫыранӗсем шыв айне пулнине сӑнаса тӑнӑ пулӑттӑр. Чун та мунча ыйтать. Хумсем ҫинче лайӑх пырать пулин те, карапа пурпӗрех акӑш-макӑш хытӑ силлет. Телее, Уэлдон миссис енчен енне силленине те, хумсем ҫинче сиктернине те аван чӑтрӗ. Каярахпа калатӑп хайхине: «Тархасшӑн ан тытсамччӗ эсӗ мана, эпӗ хам ирӗккӗн ярӑнасшӑн», — тетӗп. — Мӗн кӗҫенетӗр? — кӳренчӗ Костя. Эпӗ хапхаран тухрӑм та тӳрех Наталипе хирӗҫ пултӑм, — вӑл ӗсӗклесе макӑрса ҫапса амантнӑ питне пуҫ тутрипе шӑлкаласа, тепӗр аллипе саланса кайнӑ ҫӳҫӗсене пуҫтаркаласа, суккӑр ҫын пек панель тӑрӑх утатчӗ, ун хыҫҫӑн Ардальонпа Робенок утса пыратчӗҫ. — Хӑратӑн-и? Нимӗҫсем ялта ӗҫ ҫынни депутачӗсен облаҫри Совечӗ членӗн ҫемйи юлнине пӗлнӗ. Вахтӑран пушӑ вӑхӑта ҫамрӑк каччӑ та яланах хӑйӗн пӗчӗк юлташӗпе пӗрле ирттерчӗ. Ҫак ылханлӑ ҫынсем хушшинче хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫип ҫинче тытӑнса тӑнине пӗлмесӗр тӑман пулин те, вӑл хӑйне хӑй канлӗ тыткалать. Вӑл пациентсемпе, хӑйне Англири лӑпкӑ ҫемьене чӗнсе илнӗ пекех, калаҫать. — Эсӗ хуть мӗн те пулин пӗлсенччӗ, хуть «Дон Кихот» ятлӑ кӗнекене вуласа тухнӑ пулсанччӗ, вара ыйтман пулӑттӑн, — тет. Старик кресло ҫине ларнӑ та халь ҫеҫ илнӗ материалсене тимлӗн вулать. Алӑка шаккарӗҫ. Ӳчӗсем ҫинче те, чӑпта ҫинче те тӗллӗн-паллӑн юн кӗвӗлни курӑнать. Тунсӑх питӗ вӑйлӑ пусса илет мана вӑрман тепӗр енче, — пӗтӗмпех пӑрахас та пӗр ҫаврӑнса пӑхми тарас килет… Мӗн тери вӑрам пулать тепӗр чух пӗр минут хушши те! Ман куҫа пӗрмай Алеко, ҫамрӑк чикан, курӑнчӗ. «Ӑҫта, чипер яш ҫыннӑм? — Вырт…» — унтан тата: «Эс йӑлт юнланса пӗтнӗ!.. Санран ӑслӑраххисем те йӑнӑш тукаланӑ! Амӑшӗ Воропаева шансах кайманнине сиссе, Лена ӑна хӑйӗн савӑнӑҫӗ ҫинчен нимӗн те каласа памарӗ, анчах колхозрисем пурте вӑл яланхи пек маррине тӳрех асӑрхарӗҫ, унтан тӑрӑхлакаласа та илчӗҫ. Ҫивитти унӑн пӗтӗмпех хӑма, ку таранччен ӑна сӑрланӑ та пулӗччӗҫ-и тен, сӑрлама хатӗрленӗ ҫуне судра ӗҫлекенсем суханпа ӑшаласа ҫисе яман пулсан, ҫавӑ тата шӑпах типӗ тытнӑ вӑхӑтра пулнӑ, ҫавӑнпа ҫурт ҫийӗ сӑрланмасӑрах юлнӑ. Ҫула, 1942-мӗш ҫулхине эпӗ унӑн кӗҫҫе сарнӑ алӑкне шакканӑ чух Мускаврах пулнӑ вӑл. — Итлӗр-ха, мӗн тума кирлӗ мана вӑл каҫару ыйтни? Ҫӗрле тӳпене пӗтӗмпех ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупӑрласа илчӗҫ. Пӳлӗм тӑрӑх вӑраххӑн уткаласа, пуҫне усса, шухӑшлӑн та сурӗкреххӗн калаҫрӗ: — Акӑ вӑл, пурнӑҫ! Эпӗ чӗлпӗре ярса тытма хӑтлантӑм, анчах ярса тытаймарӑм. Комета Хӗвел тавра кашни хут ҫаврӑнмассерен унӑн етринчи газ сахаллансах пырать. Ҫитменнине тата туземецсем те катастрофа пулнине, коршунсем виле шӑршине таҫтан сиснӗ пекех час сисекенскерсем, карапӑн ванчӑкӗсене чи пӗчӗк винтисем таран пуҫтарса кайма ӗлкӗрмелле. Ҫак тинӗсри вӑрӑ-хурахсем Испани карапӗсене йӗрлесе ҫаратса пурӑнасшӑн пулнӑ. Анчах ҫапла тума вӗсем ытла сахаллӑн пулнӑ. — Ыратать-им? — ыйтрӗҫ унтан. Адвокат — шельма, анчах вӑл тӗрӗс ӑнланать, ӑслӑ вӑл! Ҫапла вӗсем форда пычӗҫ. Каҫхи апат салхуллӑ пулчӗ. Салтак Костин, туйипе сулкаласа, каҫса кайсах кӑшкӑрать: — Вутта пӑрахас еретик чунне! Хӗл иртеспе хулана гварди ҫарӗн кавалергард полкӗ вырӑнаҫрӗ. Тепӗр секундӑран вӑл пуҫсӑр юланут патне пырса та ҫитет — вӑл ҫав тери нумай хӑваланӑ юланут халӗ умрах ӗнтӗ! Каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупса, ӑна хисеп турӗҫ. Вӑл Серёжӑна сӑмах пачӗ те хӑй тухса кайрӗ. Чей ӗҫес умӗн сада кайрӑм, анчах хӳме ҫывӑхнех пымарӑм та никама та курмарӑм. — Николаевна. Хытӑ кулса янипе, Давыдов месерле кайса ӳкрӗ. Ӗмӗрне те апла тӑвас ҫук вӑл! — Ҫапла, эпӗ ӑна юлашки хут курнӑ чух, вӑл ҫавӑн пекчӗ. — Паллах. Эпӗ сире хӑрушӑ хыпарсем пӗлтерӗп, — терӗм. Лех, хӑй калавне ун сӑмахӗсем хушшинче вӗҫлемешкӗн пӗр хут кӑна мар хӑтланса пӑхнӑскер, каллех пуҫланӑччӗ: «Акӑ, гето, эпӗ, манӑн тӑванӑмсем… итлесемӗр-и ӗнтӗ ҫак, ӑйӑрсем эсир». Унӑн тупӑкӗ хыҫҫӑн ҫамрӑксен пысӑк ушкӑнӗ, темиҫе пин ҫын пынӑ, масар шӑтӑкӗ умӗнче студентсем, сӑмах каланӑ, полици вӗсене хӑваласа салатнӑ. Петр хӑйне вӗрентекен хӗрарӑмӑн тӗксӗм те сарлака пичӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Лӑпкӑн лар! — сиввӗн кӑшкӑрнӑ хреснашшӗ. Сасартӑк, пӗр кӗтмен ҫӗртен, хӑй куҫӗнчен ҫур вершукрах Егорушка хӗрарӑмӑн бархат пек хура куҫ харшийӗсене, пысӑк хӑмӑр куҫӗсене, путӑклӑ илемлӗ питҫӑмартийӗсене курчӗ; хӗрарӑмӑн пичӗ ҫинчи ӑшӑ кулӑ ӑна, хӗвел пайӑрки евӗр, пӗтӗмпех питҫӑмартийӗсем ҫинчи ҫав путӑксенчен сарӑлнӑн туйӑнчӗ. Кала-ха, мӗншӗн. Халех ҫӑраҫҫи илсе килеҫҫӗ. Вӑкӑрсене кӑна мар, санӑн ачусене те патшалӑх туртса илсе пӑхса ӳстерет. Алӑк умне пырса, пӗр минут итлесе тӑчӗ. Сӑн ӳкерчӗкӗн тепӗр енче: «Манӑн хӗр, Марианна» тесе ҫырнӑ. Хӑрушлӑх иртрӗ, ҫӗрлехи асапӑн йӗрӗ те юлмарӗ, вара уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ шурӑ ҫул тӑрӑх утма, ирхи сывлӑм тата нӳрлӗ ҫулҫӑсен пысӑк шӑршине саракан тӗттӗм вӗтлӗх хушшипе кайма вӗсене иккӗшне те пит савӑнӑҫлӑ та ҫӑмӑл пулчӗ… Вӑл, куҫне хупса, Давыдов пирусӗнчен хӑй пирусне пакка-пакка вӑраххӑн тивертрӗ. — Ҫак никам пурӑнман пуш утрав ҫине ман вырӑна халӗ эсир юлатӑр. Кунсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫав тери хӑвӑрт иртсе пычӗҫ, амӑшне Майӑн Пӗрремӗшӗ ҫинчен шухӑшлама та май памарӗҫ. Каялла ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймӗн, а вӗсем ав унта, хӑйсен танкӗсемпе! Пӳлӗмре тахҫанах таврӑнма ӗлкӗрнӗ Гальцин князь ӑна кӗтсе ларать-мӗн, Калугин сӗтелӗ ҫинчен тупнӑ «Splendeur еt miseres des courtisanes» ятлӑ романа вулать вӑл. Манӑн чӗре кӑртах турӗ. «Пулӑш-ха, ырӑ ҫыннӑм, ҫак михӗсене ҫӗклеме! тахӑшӗ раштав ячӗпе пуҫтарса ҫӳренӗ те ҫул ҫинех пӑрахса хӑварнӑ. — Хӑй тӗллӗнех кӗчӗ-и? — ыйтрӗ Феничкӑран Николай Петрович. — Ну, асту, Лука, ан хускал, — тесе хӑварчӗ Ергушов, — унсӑрӑн сана та кунта ҫапса пӑрахӗҫ. Динго, Пиреней йыттисенчен те пысӑкрах вӑйлӑ йытӑ, Ҫӗнӗ Голланди ӑраттин чаплӑ тӗслӗхӗ шутланма пултарать. Ҫапах та, лекрӗ-тӗк — ӑна пӗтермелле, — терӗ. Эпӗ кӑшкӑрса ятӑм: — Айӑпсӑр ҫынна пӗтермелле-и? Вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те сак ҫине йывӑррӑн ларчӗ, — ун хыҫӗнче аллине шӑпӑр тытнӑ Тихон тӑнӑ, вӑл шӗвек куҫӗсемпе Никонов ҫине пӑхса, шухӑша кайса, хӑйӗн чул евӗрлӗ янахне хыҫнӑ. Хура сӑнлӑ шывӑн бархат пек тӑрӑхӗ хӑватлӑн шӑвать, ун ҫине ҫӑлтӑр ҫулӗ авӑнса кӗмӗл тӗслӗн тӑсӑлать, пысӑк ҫӑлтӑрсем ылтӑн тӑрисем пек ялкӑшса тӑраҫҫӗ, чӗре пурӑнӑҫӑн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен хӑйӗн ӑссӑр шухӑшӗсене хуллен юрласа тӑсать. Урайӗнчи этем турткаланса илет те пӗрмай пӗр сӑмахах калать: — Ан тив, Билл, туршӑн та, кайса пӗлтерместӗп… Ҫак сӑмахсем Фомашӑн нимӗн те мар пулнӑ, вӗсем чӗрене те, пуҫа та пыман. Ҫав консервӑна ҫинӗрен пулӗ-ши? Халь каласа ӗнентер ӗнтӗ хӗрарӑмсем тумтиршӗн ҫунмаҫҫӗ тесе. Джимӗ чӑнах та кунта иккен, пире палласа илсен, ҫав тери савӑнса кайрӗ вӑл: — Ара, Гек-ҫке ку? Кам та пулсан кутӑнлашсан, унӑн пуҫне ҫапса ҫур. Огнянов хӑйӗн малтанхи вырӑнне васкаса утрӗ. Пистолечӗ хӑйӗн кӗсйинченех курӑнса тӑрать. — «Кам шуйттанӗ пӗлтӗр-и ӑна! — Хм! — ӗнерлесе илчӗ вӑл. Ҫырӑвӑра хирӗҫ ответ парассине нумаях кӗтмелле пулмӗ, тесе шанатӑп эпӗ, — тенӗ ӑна дама. — Тӗрмере вӑл ҫав тери йывӑр чирлесе ӳкнӗ. — Синьора, эп каймарӑм, эпӗ Лизӑна ятӑм, — илтӗнчӗ хӑрӑлти сасӑ алӑк леш енчен, вара пӳлӗме, чалӑш урисем ҫинче тайкаланса, хура тӳмеллӗ кӗрен фрак, кӗске нанковӑй панталон, кӑвак ҫӑм чӑлха тӑхӑннӑ, вӑрӑм шурӑ галстук ҫакнӑ пӗчӗк старик кӗрсе тӑчӗ. Ӑнланатӑн-и? — Эпӗ сире кахалскер пуль тесе, — терӗ вӑл. Чаплӑ праҫниксенче чан ҫапнӑ сасса та хӑшӗ-пӗрисем тӳсеймеҫҫӗ. Такамсем ӑна пилӗкрен, хулпуҫҫисенчен ярса тытнӑ, хӑрах аллине, ҫавӑрса илсе авнӑ, хуҫнӑ, такам унӑн ура пӳрнисем ҫине хыттӑн пуснӑ, анчах та вӑл, хӑйӗн алли айӗнче нӑйкӑшса авкаланакан тӗксӗм те йывӑр япалана юнӑхлӑ куҫӗсемпе йӗрлесе, ӑна-кӑна нимӗн те туйман… Пар-ха вӑхӑтлӑха михӗ, ӑна чиксе кайма. Уйӑх пӗлӗт ҫине тухайман-ха, вӑл кая юлма пуҫланӑ. — Парӑр мана тусем — эпӗ тусене те хӑнӑхӑп. Вӑл хӑй пекех шухӑшлакан ҫынсене тунсӑхларӗ, кунта ҫук тата пулма та пултарайман пурнӑҫ йӗркине тунсӑхларӗ. Эпӗ ӑна пулӑ сутаттӑм та, ун ҫине яланах пӑхаттӑм. Сапларӑн-и? Гомер Аристотельрен илемлӗрех те ҫӳлӗрех, хӑй ватӑ пулин те вӑл тӳп-тӳрӗ тӑрать, чакӑр куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ. Эпӗ, Марья Ивановнӑна курас тесе, пуп килне кайма васкарӑм. — Кунта нимӗн юмӑҫ пӑхмалли те ҫук, — терӗ ӑна Ерданская, — эпӗ сана, чунӑм, тӳрех калатӑп: эсӗ ку ҫынна куҫран ан вӗҫерт. — Мӗн? — ҫаврӑнчӗ те вӑл, хӑрах аллине кӗсйинчен кӑларса, куҫне ҫав-ҫавах хӗскелеме чарӑнмасӑр, хӗрхӗлтӗмрех мӑйӑхне йӗркелӗхе пит лайӑх пӗлекен хаклӑхпала пӗтӗрттерсе ячӗ, чавсине ҫӳлте тытнипех хӑварса, ун ҫинелле хӑяккӑн тинкерчӗ. Вӑл, пӗр минут та сая яма юрамасть тесе, Санина васкатма пуҫларӗ. Петр, тӑпах чарӑнса тӑрса, тепӗр хут:— Мӗншӗн-ха ку? — Ҫапла. Сӑмахсенче мар, сӑмахсене мӗнле сасӑпа каланинче Риварес кардинала тӑрӑхлама тӑрӑшни сисӗннӗ. Кардинал ҫавна ҫийӗнчех туйрӗ. Анчах унӑн сӑн-пичӗ ним чухлӗ те улшӑнмарӗ, вӑл ҫавӑн пекех кӑмӑллӑ пулчӗ. Мӗн, православи тӗнне тытман ылханлӑ ҫынсем вырӑс ҫӗрӗ ҫинче ҫапла асап кӑтартнине чӑтса тӑратпӑр-и? Вӑл пӗр еннелле тайӑлнӑ; ҫӳлти палубин пӗр пайӗ шывран кӑнтарса тӑрать, ҫиҫӗм ҫиҫмессерен ун ҫинчи кашни вак-тӗвекех: пысӑк чан патӗнчи хыҫлӑ сак та, ун ҫине ҫакнӑ кивӗ шлепке те — пурте ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек яр-уҫҫӑн курӑнса каяҫҫӗ. Кралич хӑй тӗлне килнӗ чи малтанхи тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнчӗ, васкасарах утма тытӑнчӗ; ҫул хыттинчен йӑнӑшас мар тесе, аллипе хӳмерен тӗренкелесе утрӗ, ури ҫаплах шыв кӳленчӗкне лекет. — Мӗнлеччӗ-ха малалла? Хула тавра бандитсен шайкисем пухӑнаҫҫӗ. Хӑйӗн тусӗсене хӑрушлӑх умне тӑратас мар тесе, Элен тепӗр каҫне те уҫӑ пӗлӗт айӗнчех ирттерме кӑмӑл турӗ. Вилес умӗн манӑн ывӑлӑм ҫулталӑка яхӑн чирлесе выртнӑ, вӑл хӑйшӗн те куланай тӳлесе татман… Эпӗ сирӗн ҫемйӗре пурӑнма куҫрӑм пулсан, яланах унпа пӗрле пулмалла. Якку куккийӗ хӑй хваттерӗнче арестантсем валли савӑнӑҫлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тума пуҫланӑ. — Ҫапах та, капитан, ҫар флотӗнче те лайӑх моряксем сахал мар вӗт, — сӑмах хушрӗ Уэлдон миссис. Ҫын пӗрре ҫулран тухса ӳксен унӑн пурте пӗтет, туйӑм та пулмасть. Ахальтен мар ӗнтӗ вырӑссен юрринче хунеме карчӑк: «Мӗнле эс, ман ывӑлӑм, мӗнле килхуҫи! — Апла пулсан, эпӗ — музыкӑна юратакан француз питех хавхалантӑм ӑна илтсе. Вара Паганель ҫамрӑк ҫынна алӑ пачӗ те, лешӗ ӑна чӗререн тытса чӑмӑртарӗ. Ӑна Пӑван хӑйне хӑй ҫапла чӑрсӑр тыткалани ҫиллентерчӗ тата мӗскӗн те айван хӗрарӑма хӗрхенсе илчӗ. Кимӗ сулахай ҫыран патнелле ҫывхарчӗ. — Ним те ытлашши мар, факт вӑл фактах пулать. — Хама мӗншӗн чӗнтернине пӗлетӗп, — тӗрӗм эпӗ. Юлашкинчен пурне те кирлӗ пек турӗҫ, Дик Сэндӑн штурвал патӗнчен каймалла пулмарӗ. Пӑхӑр-ха ӑна, епле юратать вӑл халӑха! Эпӗ хам нимӗн те пӗлменнине, ун кӑмӑлне ҫырлахтарайманнине туйрӑм, учитель мана чарманни, тӳрлетменни чӗрене ҫав тери хытӑ ыраттарчӗ. «Мӗнле хӑйне майлӑ хӗр! Чӗлхе вӑл этемӗн сайра хутра ҫеҫ урӑ пулать. Буфетӑн кӗленче ывӑсӗ ҫинче тахҫан палланӑ салфеткӑсемех выртаҫҫӗ, килте тӗрлесе тунӑ сентресем ҫинче, стенасем аяккинче ҫав кирлӗ-кирлӗ мар япаласемех, тахта тӗлӗнчи пурҫӑн кавир те вӑрҫӑчченех ҫавӑнта ҫакӑнса тӑнӑ пулмалла, вӗсем пирки иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ. Ну, сыв пулӑр! Тепӗр чӗлӗхӗн, хулӑн сасӑ калараканскерӗн, хупӑлчи вӑхӑтра хупӑнмасть; пӗрре пуҫласан, вӑл бас нотине чарӑнмасӑр тӑсать, сасартӑк чарӑнас кӑмӑлӗ килсе тухичченех ытти мӗнпур сасӑсене хупласа, пӑсса тӑрать. Пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп: эпӗ пурӑнакан пӳрт тӑрринче ҫивӗтне салатса янӑ хӗр ача тӑра парать, хӑй ярӑм-ярӑм тӑрӑхла кӗпе тӑхӑннӑ арҫури пекех ӗнтӗ! Анна Михайловна, тунсӑхлӑн та айӑпа кӗнӗн, тимлӗ те сӑпайлӑ кил хуҫи пек пулма тӑрӑшать, пан Попельский кӑна, чылай самӑр та яланхи пекех ырӑ кӑмӑллӑскер, хӑйӗн пуканӗ ҫинче каҫхи апата кӗтсе тӗлӗрсе ларать. — Пире пурне те ҫӗрле пӗр харӑсах тытса хупрӗҫ, ирсӗр провокатор тытса пачӗ. Ку хутӗнче Зеб юланутпа пӗр ҫын пынине, пуҫлӑ-мӗнлӗ чип-чипер юланут пынине курнӑ. Апрелӗн 29-мӗшчен вӗсем ҫапла ҫӳренӗ, лайӑх кунсенче виҫшер миль кайнӑ, начар кунсенче — аран-аран вуншар ярд утнӑ, юлашкинчен, пӗр ориецӑн хӳшшине ҫитнӗ те унта ҫӗрулми тупкаласа ҫинӗ. Вӗсем тӗтре пек тӗттӗмлӗхре пӗр пӗрин ҫине сехрисем хӑпнӑ пекех пӑхса тӑчӗҫ. — «Девятка» килмерӗ! Уйӑхра темиҫе хут, манашка пек, чӗнтӗрпе, килте тӗртнӗ пирпе сутӑ тӑвакан пек, пуян мещен хӗрарӑмӗ пек е турра кӗлтума ҫӳрекен хӗрарӑм пек тумланса, ҫурӑм хыҫне михӗ ҫакса е аллине чӑматан тытса, вӑл кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳрерӗ. Вӑл салхуллӑн кӑна ман ҫине пӑхса илчӗ. Крушени ҫинчен калаҫнине эпӗ унтан унччен те илтнӗ, дикарьсем патӗнче пурӑнни ҫинчен те калаҫатчӗ. Кимӗ хӑйӗн айккисене икӗ енчен те ҫапӑнакан хумсем ҫийӗпе чӳхенсе ярӑнать, тӗттӗм тинӗс тӑрӑх аран шуса пырать, тинӗсӗ хытӑрах та хытӑрах вылянать. Ҫапах та вӑхӑта ахаль ирттерес мар — халех арчана ҫӗклесе кӑларас. Тепӗр приключени, Амстердам утравӗн истори ҫинчен ҫырнӑ приключени, — ҫакӑн пек пӗчӗк ҫӗрӗн историйӗ пур пулсан, — пӗр француз ҫыннипе, Перон капитанпа пулнӑ приключени пулать. Шарак ҫутӑ Тетка куҫӗсенчен пырса ҫапӑннӑ; вӑл чемодан ӑшӗнчен сиксе тухнӑ та, кӗрленипе илтми пулнӑскер, хӑвӑрттӑн та пӗтӗм вӑйпа хӑйӗн хуҫи тавра чупма пуҫласа, уҫҫӑн вӗрсе янӑ. Эпӗ юнашаррине целике тытрӑм. Йӗксӗк! — хӑрӑлтатса илнӗ Михаил. Ӗлӗк ман пурнӑҫ самаях лайӑхчӗ!» Казаксем ҫурма сасӑпа, анчах пурте пӗр харӑс кулса ячӗҫ. Кӗрӗшсе тӑмасӑр вӑл извозчик ҫуни ҫине ларчӗ те ҫул тӑршшипех ҫӑварне уҫмарӗ, гостиницӑра вара, кӗтесре сӗтел йышӑнса ларсан, тӳрех хуллентерех, ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхса, ҫиленнӗ пек хуйхӑрса калама тапратрӗ: — Чӗрене тапратса ячӗ ҫав качака таки… ҫав тери хурлантарса ячӗ… Эсир ӗмӗтлӗ, туйӑмлӑ, ҫӑмӑлттай. Юлашкинчен, урамра Корытова тӗл пулчӗ те, ӑна та хӑй Воропаевӑн хапхине тупни ҫинчен тата полковник таҫта ҫухалса ҫӳренӗ вӑхӑтра кам та пулин унӑн хапхине ҫаклатса каясран хӑрани ҫинчен каласа пачӗ. Эсӗ мана тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмахсемпе вӑрҫма хӑҫан пӑрахатӑн? — Эпӗ сире ҫӑвар урлӑ паратӑп! Ирсӗр, йӗксӗк! — кӑшкӑрса ячӗ Николаев ҫинҫерех сассипе, вӗрнӗ евӗрлӗн. — Сысна! Алӑк вӑраххӑн уҫӑлчӗ те, йывӑррӑн утса, Рыбин кӗрсе тӑчӗ. Итлекенсем ҫӳҫенсе кайрӗҫ. Алтарьте тӑракан священниксем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатса тимлӗн итлерӗҫ. Харӑссӑн, тӑрӑшуллӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ салтаксем. Вӑл ҫӳлтен, башня ҫинчен илтӗнчӗ. Иван Иванович хӑй патне кам та пулин парнене е кучченеҫпе килекене юратать. Паян каҫалапа манӑн ӗҫмелле те марччӗ. Эпир ҫыран хӗррине ҫитсе кӗрсенех вӑл куҫран ҫухалчӗ, — тепӗр енче пытаннӑччӗ. Пурӑнма кирлӗ-и мана? Кирлӗ. Ку иккӗ. Хальхи пек сӑнӑм-пуҫӑмпа манӑн ниепле те пурӑнма ҫук, — ҫакна эп ӑнланмастӑп-им вара? Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри унӑн пур тусӗсем те тахҫанах ҫапӑҫаҫҫӗ ӗнтӗ. Сасартӑк урамра шарманка «Фрейшюцри» арине выляса ячӗ «Durch die Felder, durch die Auen…» ӗсӗклекен сасӑсем лӑпкӑ сывлӑшра чӗтресе, шӑхӑрса, йынӑшса илчӗҫ. Вӗсене вӑл нӳхрепре, тӑван ачисене пӑхнӑ пекех, пӑхса усранӑ… «Нимӗн те пӗтмен-ха, — тесе каланӑн туйӑнчӗ мана ҫӑк ватӑ буксир хӑйӗн ҫамрӑк та чипер капитанӗпе пӗрле. Тӗтреллӗн курӑнакан анлӑ шыв талккӑшӗ ҫине симӗс тӗслӗрех ҫӑлтӑр ҫутисем ӳкнӗ, ҫав шыв талккӑшӗ тӗлӗнче ҫӳлтерехре пӗр ик-виҫ хӑй ҫути йӑлтӑртатни тӑрӑх ҫеҫ хула ӑҫта ларнине пӗлме пулать. — Ма чарӑнса тӑтӑр? Вӑл! Арктика карттине улӑштарнӑ — ҫав-ҫавах хӑйӗн экспедицине ӑнӑҫсӑр тесе шутланӑ… Дуня ун патӗнчен пӑрӑнман. Хӑюллӑ ача, шухӑшласа тӑмасӑр, аслӑ юлташӗсем хуть те мӗскер хушсан та, вилӗм умне тӑмалла пулсан та, ӑна тума ҫийӗнчех сиксе ӳкнӗ пулӗччӗ. Мересьев умӗн комиссине Бурназян кӗчӗ. Суккӑр ыйткалаканран ҫав тери хӑранипе, хам капитан умӗнче сехӗрленнине те манса кайрӑм, пӗрлехи алӑкӑн пӳлӗмне уҫрӑм та, суккӑр кӑшкӑрма хушнӑ сӑмахсене чӗтрекен сассӑмпа кӑшкӑрса ятӑм. Аса илнӗ май тӗлӗк чӑн пулса иртнӗ ӗҫ пекех туйӑнчӗ, вӑл вара ку ахаль аташни кӑна пулчӗ-ши е мӗн те пулин урӑххи пулчӗ-ши, мӗн те пулин куҫа курӑнмарӗ-ши тесе те иккӗленме пуҫларӗ. Ку музыкӑна курса тӑрасси — самаях кичем вӑл, вӗсем тата сире те лартма пултараҫҫӗ, — анчах сирӗн Павел сӑмахӗпе унта-кунта ҫӳремелле-ха… — Пӗтӗм колхозшӑн тӑрӑшатӑп, Пытарса хурайманнисем, пытарма ӗлкӗрӗҫ тен. — Мӗнле, вӑраха килтӗн-и? — куларах ыйтрӗ Марьяна. Пире пурнӑҫ ахальтен пӗрлештермен: кам пӗлет, тен, эпӗ ӑна вӗлертӗм пулӗ; халь унӑн мана хӑй хыҫҫӑн илсе каймалла. Манӑн пурнӑҫ пӗтет тенипе Иван Иваныч каллех килӗшмерӗ. Эпир кӳнӗ парнесем турӑ кӑмӑлне тивӗҫлӗ пулнӑ иккен, мӗншӗн тесен пирӗн пата вӑл ырӑ ҫил ярса пачӗ. Ҫак сӑмах Марко пуҫӗнче ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ пек вӗлтлетрӗ. Эпӗ вӑл ҫырӑва чӗтрекен алӑпа ярса тытрӑм. Пурте лутра сӑрт тӑррине ҫӗлен пек авкаланса хӑпаракан сукмак тӑрӑх ерипен хӑпараҫҫӗ. Темӗн тӑрӑшшӗ тӑсӑлса пыракан колонна кукӑр-макӑрланса малалла шуни аякран питех те тӗлӗнмелле туйӑнать. Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан мӗнпур халӑх — икӗ миллиард ҫурӑ ытларах ҫын — тӗлӗнмелле пуйӑсӑн бригадине туса хунӑ. Вӑл нимӗн чӗнмесӗр каллех пуҫ тайрӗ. — Ҫук, вара атте патне каймалла пулать. Индеецсем ҫын маттурлӑхне кӑтартса ҫапла калаҫҫӗ. «Халех тытса ан пӑрахтӑрччӗ!» — ӑшӗнче шартах сиксе илчӗ вӑл, Самохин сӑмах каланине итлесе, ӑна тӑна илме тӑрӑшса. — Мӗн тума тата? — Кунта мул пуррине пӗлместӗп, — терӗ вӑл, — анчах кунти лихорадка пур тесе парикӗмпе тупа тӑватӑп, — терӗ. — Эсир хӑвӑра айӑплӑ тесе шутлатӑр-и? — ыйтрӑм эпӗ Гришкӑран. Монтанелли хӗвне пытарнӑ ҫӗтӗлсе пӗтнӗ хут татӑкне туртса кӑларчӗ. «Пилигрим» мӗн чухлӗ кайнине пӗлме Дик Сэнд усӑ курма пултаракан приборсом лагпа компас ҫеҫ иккенне эпир асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Путиш, чӑнах та… Гусев хаваслӑн ятлаҫать. Иккӗмӗш фант Зинаидӑна тухрӗ. Ӗнер кантра ҫинчех ҫакӑнса тӑратчӗ, паян ҫук вӑл унта. Синопӑпа пӗрле вун-вуникӗ ача вылянӑ. Анчах Иманус ура ҫинче тӑма пултараймарӗ; вӑл урайне выртрӗ, чавсипе тӗренсе кӑштах ҫӗкленчӗ, унтан ҫунакан вӗрен ҫине мӗнпур вӑйпа вӗрме тытӑнчӗ. Хӑй ывӑлне пӑхса хӗпӗртенӗ курӑнать. Шанатӑп, пирӗн хушӑмӑрта сире ҫав териех салхуллӑ пулас ҫук. Пӗрре каҫхине, индеецсен йӑхӗнчи аслӑ ҫынӗсемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн, Шурӑ Кашкӑр хӑйӗн вигвамне кӗрсе Хӗрлӗ Тӑрнана:— Вигвамсенче аш-какай сахалланса юлчӗ. Эпир ыран сунара кайма шутларӑмӑр. Пурте сана бизонсен кӗтӗвне илӗртсе килме ыйтаҫҫӗ, — тенӗ. Вӗсен чихирӗ станицӑра чи лайӑххи. — Калас-и? — шӑппӑн ыйтрӗ те вӑл, унӑн аллисем хӑйсемех аялалла усӑнса анчӗҫ. — А...а..ва! «Вӑл ӑна хӑйне ӑнланса илме те каҫарма ыйтать, мӗншӗн тесен — юратать, — шухӑшларӗ вӑл. Тӗттӗм урамра хӗрӗн шурӑ тутӑрӗ курӑнать. Хӗрарӑмсем юрӑ юрланӑ, арҫынсем шӳт тунӑ, пӗр-пӗринпе савӑнӑҫлӑн ятлаҫса илнӗ, матроссем, хӑйсене хӑйсем йӗрке кӳрекенсем вырӑнне картса, ӗҫлекенсем ҫинелле кӑшкӑркаланӑ; каҫма хӑмисем, урасен айӗнче авӑнса, шыв ҫинче йывӑррӑн шаплатса тӑнӑ, ҫыран хӗрринче утсем кӗҫеннӗ, урапасем хӑйӑлтатнӑ, кустӑрмасен айӗнче хӑйӑр чӑкӑртатнӑ… — Ҫавӑ тата, малти, пирӗн вӑрман пулас? — ыйтрӗ Аркадий. — Мӗн тӑватпӑр-ха эпир паян, э? — калаҫма пуҫларӗ Шубин, кӗтмен ҫӗртенех лутра пукан ҫине лашт ларса, сарса тытнӑ чӗркуҫҫисем ҫине икӗ аллипе те таянса. Акӑ мӗн каласшӑн пултӑр эсир, эсир, ишме пӗлекенскер! Артём, япалисене кухньӑна хӑварса, пӳрте кӗчӗ те юпа пек хытса кайрӗ. Улпутсем, ачаш сӑн-питсем ӑҫтан тетӗр? — Епле акмалла-ха? Ежов кресло ҫинче хӑяккӑн ларнӑ, урисем ун кресло тыткӑчи урлӑ усӑнса тӑнӑ. Кун пирки Тихон:— Епле пултӑр-ха тата? Татӑксене пурне те пӗр-пӗринпе ҫинҫе пралуксемпе пӗрлештерсе ҫыхӑнтарнӑ. — Хулленрех! Хӗрӗм, мӗн пулчӗ сана? — сулӑнса кайнӑ Женьӑна хулпуҫҫинчен тытса, хӗрхенсе ыйтрӗ старик. Эпӗ хамӑн икӗ пистолетпа икӗ сумкине хатӗрӗ-мӗнӗпех патӑм. Ҫавӑн чухне эпӗ императора тара вут-кӑвартан аякра тытма йӑлӑнса каларӑм; кӑшт хӗлхем лексенех вӑл хыпса кайса император ҫуртне сирпӗтсе яма пултарать, терӗм. — Астӑвӑр-ха, ку шыравсем мӗн кӑтартрӗҫ пире? Мӗн кунта килнӗренпех вӑл йӗпе те ялан пылчӑкпа лачӑртатакан ҫӗтӗк аттисем пирки асапланса пурӑнчӗ; халӗ, хӑрах аттин тӗпӗ йӑлтах хӑпӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн, унӑн пӑр пек сивӗ тӑм ҫинче ҫара уранах ҫӳремелле пулса тӑчӗ. Анчах Бэла историне вӗҫне ҫитиех пӗлесшӗн пуль-ха эсир? — каласах хурас-ха, эпӗ повеҫ ҫырмастӑп, ҫул ҫинче мӗн курни ҫинчен кӑна ҫыратӑп, ҫавӑнпа та штабс-капитана хӑй калас килнӗ пек кӑна калаттарма пултаратӑп. — Курӑпӑр, ку хӗрарӑм сӗтпе тӑранса ӳсекенсен хӑш разрядне кӗнине — терӗ тепӗр кунне Базаров Аркадие, Одинцова чарӑнса тӑнӑ гостиница картлашки тӑрӑх улӑхнӑ чухне. — Чи малтан, — терӗ пичче, — ҫак шифрӑн чӗлхине пӗлмелле, ӑна пӗлме хӗнех пулас ҫук. — Хм… Ҫавна шухӑшласа тупма пултарсан, вӑл хӑех туптӑр. — Ыйтам-ха сирӗнтен, — пуҫларӗ те Павел Петрович, унӑн тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ, — сирӗн шухӑшӑрпа «юрӑхсӑрпа» «аристократ» сӑмахсем пӗр япаланах пӗлтереҫҫӗ-и вара? Каҫалапа батальон вӑрмантан тухрӗ те пурте курчӗҫ: малта уҫӑ та аслӑ сӑрт, ун ҫинче пысӑк ял ларать. Эпир ӑна юрататтӑмӑрччӗ, — кунтан ытлах нимех те калаймӑн. Эсир кунта ларнине кура тӑркачах мӗн шуйттан тума киле чӗннӗ пулӑттӑм-ха эпӗ вӗсене? Чӑн сире хирӗҫ тӑма ман чӑнлӑхӑм вӑйсӑр, анчах вӑл ҫапах та — чӑнлӑх! — Анчах ирхи апат инҫе вӗт-ха. Юмансем тӗтрене хӑйсен хӗрлӗ те тимӗр пек янӑраса тӑракан турачӗсемпе кӗтӳҫсен вараланчӑк буркине ҫӗклесе пынӑ пек, кизилпе катӑркаҫ тӗмӗсем — тутӑрсене вӗлкӗштернӗ пек йӑтса пыраҫҫӗ. Иха урисене хуҫлатрӗ те ҫӑмхаланса выртрӗ. Урапа ҫумӗнчен уйрӑлса, Озеров итлесе пӑхрӗ: шыв шӑмпӑлтатни илтӗнмест. Пушар ҫулӑмӗнче пирӗн путакан карапсен мачтисем курӑна пуҫларӗҫ. Вӗсем ерипен путса пычӗҫ. Кам ӑнлантӑр ӑна? — М-мери Вильямс. Патша вилнӗ хыҫҫӑн ун Муана ятлӑ аслӑ арӑмне патшана лартмасан, Муани-Лунга ҫӗрӗсене кӳршӗри Укусуна тытса тӑракан патша туртса илет. Пӗлӗтӗн симӗсрех тӗслӗ аял енӗ кӗленче тӗслӗ пулса каять те лимон тӗслӗ сий пулса тӑрать, ун ҫине вара пӗлӗтӗн ҫӳлти сийне ҫитичченех тӗттӗм-кӑвак тӗслӗ ҫивӗч те ҫинҫе йӑрӑм выртать; ҫав ярӑм ҫинче, чӗтренсе те хӗмленсе, тинӗс ҫийӗпе ирӗклӗн ярӑнакан, ҫӑмламас пайӑркаллӑ ирхи пысӑк ҫӑлтӑр хӗмленсе те чӗтренсе ҫунать. — Эсӗ, мучи, ӑна шута ан ил, малалла кала, — ӑшшӑн каларӗ Кондрат Майданников, питне кӑвайт енчен пӑрса. Чӳрече умӗнче лараканни ман аннем мар-ши? Ҫӗленӗ сӑхмансем, париксем, туясем, чи лайӑх ладеколон, тапак коробкисем, пысӑк картинӑсем Парижран ҫырӑнса илетчӗ. Сасартӑк вӑрманта, вӗсенчен пӗр вунӑ утӑмра, хӑрушшӑн шатӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Инҫетре ҫав шӑмӑ юлашкисен ҫӳллӗ куписем курӑнса выртаҫҫӗ, вӗсем горизонт патнех тӑсӑлса кайса, таҫта тӗтреллӗ сывлӑшра ҫухалаҫҫӗ. Хумсем карапа хыҫал енчен ҫӗклесе янипе, каронада палуба тӑрӑх кусса кайнӑ та тӳрех ҫынсем ҫине пырса кӗнӗ, тӑватӑ ҫынна ҫавӑнтах лапчӑтнӑ, унтан, карап хӑяккӑн тайӑлнипе чалӑшса, тепӗр еннелле варт! ҫаврӑннӑ та пиллӗкмӗшне ҫурмаран татса кайнӑ, сулахай борта пырса ҫапӑнса туппа лафет ҫинчен сирпӗтсе антарнӑ. Курпуна хулӗнчен тытса, вӑл унпа пӗрле халӑх хыҫҫӑн кайрӗ, утнӑ май — ыратнине пусарас шутпа пулас — урисене хыттӑн пуса-пуса илчӗ. Белецкий, вечеринкӑна чипер, йӗркеллӗ ирттерме тӑрӑшса, пӗр чарӑнми пакӑлтатрӗ, хӗрсене чихирь ӗҫтерттерчӗ, вӗсемпе кӗрмешрӗ тата Оленина пӗрмаях французла Марьяна маттурлӑхӗ ҫинчен, ӑна «сирӗн», la vôtre, тесе вырнаҫусӑр сӑмахсем каларӗ, хӑй мӗн тунине тума сӗнчӗ. Кольхаун ӗнтӗ виҫҫӗмӗш хутчен ӑна качча пыма ыйтнӑ. — Вӑл ӗҫе пӗтернӗ ӗнтӗ. Хурӑн тӑррисене ретӗн-ретӗн лартса тухса, комендатура алӑкӗ патне ҫитиех утмалли хушӑ туса хучӗҫ, — ҫав алӑксем патне вара тӳрех автоматлӑ часовой тухса тӑчӗ. — Ҫав ҫулпах-и, Дик? Сывлӑш сӳрӗккӗн ҫӗре сӗртӗнет. Шӑрчӑк чӗриклетнӗ чухнехи пек, ҫывӑрттарса яракан, темле тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ кӗрсе тӑрать. — Мӗн пурри — пурте манӑн, — ответлерӗм эпӗ, чӳрече патне ларса. Эпир, аттеҫӗм, сирӗн ырлӑхӑрпа сума суса тав турӑмӑр тата Миколай Миколаича, посреднике, кӑмӑлларӑмӑр; пурне те эсир хушнӑ пек турӑмӑр, аттеҫӗм, эсир мӗнле хушрӑр, эпир ҫавӑн пек турӑмӑр, пурне те Егор Дмитрич ирӗк панӑ пек турӑмӑр. Кӑнтӑр тӗлне ҫитнӗ хӗвел хӑйӗн мӗнпур вӑйӗпе хӗртет, анчах чӑтлӑх аллейӑсен сулхӑнӗнче ҫӳреме пӗрре те пӑчӑ мар. Чечексем те, хӗвел ҫинче хӗрсе ҫитнӗскерсем, шӑршисене виҫӗ хут ытларах сараҫҫӗ. — Вӑл шывпа сывалнинчен те килет пулӗ, — тесе тавӑртӑм эпӗ. Вӗсем, ҫыравҫӑсем, айван халӑх мар… — Вӑй — вӗсем, шуйттансем! Хам ӑҫта служить тунине пӗлетчӗ вӑл, анчах эпир ун ҫинчен калаҫман та. Ҫирӗпрех сасӑпа калама тӑрӑшса, эпӗ: «Питӗ хавас» теейрӗм ҫеҫ, ҫаврӑнтӑм та сӳнме ӗлкӗрнӗ пируспа хамӑр пӳлӗме таврӑнтӑм. Ҫылӑха пытарас мар, эпӗ Макар мӗн те пулин хӑтланать тесе шутланӑччӗ… Кӗҫех корольпе герцог пусмапа хӑпарни илтӗнчӗ, эпӗ вырӑн ҫинчен пуҫхӗрлӗ шуса антӑм та мачча пусми тӑрне выртрӑм — малалла мӗн пуласса кӗтсе выртатӑп. Крыльца ҫине хӑпарнӑ чух Ерофей Кузьмич алӑкран ҫӳлерехре хайхи тутӑрпа чӗркесе ҫакнӑ асамлӑ курӑк ҫыххине асӑрхарӗ. Пуррилӗхе ҫапла ӑнланнин кашни этем вӑл ҫеҫ пӗртен пӗр, чӑн-чӑнни, пайӑр Эпӗ тесе ҫирӗплетесси патне илсе ҫитермелле, ыттисем пурте — тӗнче, ҫынсем — ҫав Эпӗн куҫӑмӗ-мӗлки ҫеҫ. — Паллах, пурте мар, гражданин, виконт маркиза хирӗҫ ҫапӑҫать пулсан, ҫапла пулса тухать те ӗнтӗ. — Вӑл вара хӑй ӑшӗнче: «Мана та халь эпӗ священникпа калаҫнӑ пек туйӑнать», тесе хушса хучӗ. Ман кӗпе ҫаннисене урине тӑхӑнчӗ те вӑл, мӗскӗн, уттарчӗ майӗпе. Лавккара курнӑ пуль-ҫке? (Ҫулҫӳревҫӗсене спирт таврашӗ ӗҫме юрамасть, мӗншӗн тесен сӑртсем ҫинче ҫӳренӗ чух унсӑрӑнах куҫ-пуҫ алчӑраса каять). Кусем пӳрт умӗнчисем ҫеҫ-ха: эсир тата пахчине кӗрсе курӑсӑрччӗ! Эпӗ Иллинойс еннелле ишнӗ хушӑра шыв юхӑмӗ пире тата ҫур миля чухлӗ анаталла илсе кайрӗ. Ҫуйхашӑва пуҫласа яраканни ҫав хушӑра пӗр самантлӑха та ҫухӑрма чарӑнмасӑр, чупса пырса, чул урайӗ ҫине ӳпне ӳкрӗ те, вӑштах месерле ҫаврӑнса, алли-урипе урнӑ ҫын пек тапкалашма тытӑнчӗ. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем — ҫын ҫиенсенчен чи упшуррисем мар пулсан та, хаяррисем пулаҫҫӗ. Миҫе ҫулта, ыйтма ирӗк парсамӑр? Эпӗ вӑл хӑй тӗллӗн геологи терминӗсене каласа мӑкӑртатнине илтетӗп, эпӗ вӑл терминсене ӑнланнипе ирӗксӗрех интереслентӗм. Вӑл хумханнӑран кӑвакарнӑ, тути сиккелет. Асту, ан ултала мана, илсе килӗн те, тупӗҫ, вара чи малтан мана персе пӑрахӗҫ. Сана, манкана, тивес ҫук. Квакин хускалмарӗ. Ӳсӗркелесе, юн сурса пурӑнать вара Дымок, ӗмӗрех йӗрсе ларакан инкӗшин кӑмаки ҫинче. Ыраша, ман шутпа, талкӑшпех вырма юрать, анчах кӳршӗсем тем васкамаҫҫӗ. — Иртсе кайрӗ-и? — илтӗнчӗ тӗмӗсем хушшинчен Юргин сасси. Ҫапла ӗнтӗ, шырама пӗр ушкӑн каять тесе шут тытнӑ. Павел ӑнлантарса пачӗ. Джемма ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ. Малтанхи вунӑ-вуник сӑмахранах эпӗ, судно ҫинче мӗнпур тӳрӗ ҫынсен пурнӑҫӗ манӑн аллӑмра пулнине ӑнланса илтӗм. — Руссиян! — тӗлӗнчӗ игумен. Пӗрремӗш, — кулак, шургвардейца е пуп пулнисем пурте мар Совет влаҫне тӑшманлӑ. Вӑл мӗнрен пуҫланнине эсӗ астӑватӑн-и, — Павлов сержантӑн ҫуртӗнчен, ҫав Сталинградри паллӑ ҫуртран. Эпӗ куртӑм: пӗрремӗш минутрах, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсен, вӗсен ӑшӗнче ларакан тискер кайӑк, йӗркене пӗр пӑхӑнса тӑмасӑр: «Юрать-и?» — тесе ыйтрӗ, унтан ҫапла хуравларӗ: «О, юрать, питӗ те юрать». Ӑҫталла каятӑр хӑвӑр?» — тетӗп. — Эпӗ сана апла мар тетӗп. Персе янӑ хыҫҫӑн, онбаши ҫум курӑк енне пӑхса илчӗ, хальхинче тусан тата аяккарах ҫӗкленчӗ. — Йывӑр, эсреле! — Атьӑр, пӑрӑва кӗтӗве хӑваличчен кайса курар, анчах ҫакна шута илӗр: эпӗ ӑна сире йӳне памастӑп — эсир килӗшӳллӗ ачасем тесе хисеплесе ҫеҫ, ҫитменнине тата ытла хыт кукарсем те мар. Вӑл ҫӗлӗкне илчӗ те тухса кайрӗ. Сирӗн туррӑр — пилӗк пуслӑх пӑхӑр! Йывӑр пулать, — типпӗн тавӑрчӗ Кондрат. Вӑл хӑй тата унӑн ҫыннисемпе ишсе пыраканнисем ӑслӑлӑх терминологийӗпе pto is esculenta текен, кӑвар ҫине хурса пӗҫернӗ ула сарриллӗ икӗ утрав ҫинче те йышлӑ пулакан улма ҫирӗҫ. Анчах эпӗ Зинаида каланӑ чух унӑн сӑнне астуса юлтӑм… Эпир малтанах унӑн алли патне, вӑл нимех те мар: ҫиленмест… Пур хӗрсем те хитре, анчах вӗсем хӑйсем те, Белецкий те, премӗксем илсе килнӗ денщик та — пурте ирӗксӗрех Марьяна ҫине пӑхрӗҫ, хӗрсемпе калаҫмалла пулсан, унпа калаҫрӗҫ. Ҫакнашкал пӗрле вӗрентес шухӑш пан Яскульскине малтанах килӗшмерӗ пулас. — О, инҫе мар ӗнтӗ! Козельцов фельдфебель ӑҫта иккенне ыйтсан, вулаканни шӑпланчӗ, салтаксем хускалма, ӳсӗркелеме, сӑмсисене шӑнкаркалама тытӑнчӗҫ, чылай вӑхӑт сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, пӗр чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн ялан ҫапла пулать ӗнтӗ вӑл; кӗнеке вуланине итлесе ларакан ушкӑн патӗнчен, тӳмисене тӳмелекелесе, фельдфебель тӑрса тухрӗ, вӑл салтаксен урисем урлӑ каҫа каҫа, харпӑр урине ниҫта чикме аптӑранисен урисем ҫине пуса-пуса, офицер патне утса тухрӗ. Митинг туса тӑмалли вӑхӑт мар, тырӑ акмалла! Аннеҫӗм ӑна тӳсейми пулчӗ пулас, ирӗксӗртен ҫеҫ, темле хурланса йӗрӗннӗн, сӑмах тавӑркаларӗ; атте хутран-ситрен куҫ харшисене пӗркелерӗ. Ҫитӗннӗ хӗр, хӑйне аслӑ ҫул варринчех ятран чӗннӗ пирки пулас, кӑштах именнӗ пек пулчӗ. Малтан эпир, ӑна хӑйӗн пек ӗҫме юратакансен кампанийӗ ҫитмест пулӗ, тесе шутлаттӑмӑр. Анчах юлашкинчен, вӑл ҫав ҫынсенчен аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшнине ӑнланса илме пуҫларӑмӑр. Анчах салтак кайсан пирӗн хушӑмӑрта вӑйлӑ калаҫу, шӑв-шав пуҫланчӗ. Джек чирлесе ӳкнӗренпе начарланнӑччӗ, ҫапах та Уэлдон миссисӑн вӑйсӑрланнӑ аллисемшӗн чылай йывӑр пулӗ. Таҫта мотор шавлать. Хлебников йӑтӑнасшӑн тертленчӗ, анчах пурӗ те урисемпе кӑна хевтесӗррӗн тапкаланайрӗ те енчен еннелле ҫеҫ сулкаланайрӗ. Гусев курупкасене ҫӗҫҫипе уҫрӗ: пӗринче — ҫав тери шӑршлӑ кӗсел, тепринче — рахат-лукум евӗрлӗ сӳтӗн таткисем. Чупса пынӑ ҫӗртех темрен ярса тытса, танк ҫине сиксе хӑпарчӗ те вӑл, каялла ҫаврӑнса пӑхса, аллисемпе сулса, татах кӑшкӑрса ячӗ: — Кунталла-а-а! Илемлӗ литература кӗнекисем суйласа парсан та аван пулӗччӗ — классиксем ҫырнисене те, хальхисене те. Моряксен пӗр ушкӑнне аран-аран мирлештерсе, вӗсемпе пӗрле халех пысӑк кӗленчери виски текен эрехе ӗҫме сӑмах панӑ хыҫҫӑн, Воропаев тепӗр ушкӑн патнелле уксахлать, ку ушкӑнри моряксем Дюнкеркпа ялав чысӗ ҫинчен тата акӑлчансем ытларах чӗлхепе ҫапӑҫни ҫинчен теветкелле калаҫу пырать. Ҫакӑн ҫинчен чылай шухӑшларӑм. Вӑл тирпейсӗр, сапаланчӑк ҫын, — мухтанчӑк, кахал, элекҫӗ, пӗр вырӑнта ларма пӗлмен ҫапкаланчӑк… «Ҫывӑртӑм». Слива, халь-халь пӗтерсе тӑкаслӑн, куҫне хӗссе лартрӗ те Ромашова айккинчен, ҫӳлтен аялалла, кӑвакарма пуҫланӑ кӗске мӑйӑх айӗн аялти тутине мӑкӑртса хурса, пуҫ тӳпинчен ура тупанне ҫити пӑхса, виҫсе илчӗ. — Мӗскер т-тетӗ-ӗн? — тӑстарчӗ вӑл калама ҫук пысӑк йӗрӗнчӗклӗхпе. Хай ҫинчен ним чухлӗ те шутламасӑр, Дик юлташӗсене мӗнле ҫӑлмаллине ӑс пама турра кӗлтурӗ. — …Ман атте колхоз председателӗччӗ, вӗсем ӑна староста тетчӗҫ… — каласа парать Серёнька. Анчах вӗсем, йӗри-тавра мӗнчул пӑхса тӑрсан та, ҫӗнӗ «океанӑн» шывӗсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗҫ. Тӳремлӗхре вуншар миль йӗри-тавра пӗр йывӑҫ ларни те курӑнмасть. Ан хӑрӑр! Тӗрлӗрен персидски пусма-тавар питӗ нумай тиесе килнӗччӗ, пурне те шутласа тухма та ҫук. Унӑн вилӗме ҫав ҫӗршыв малалла аталанса пырассине нумайччен тытса чарнӑ, мӗншӗн тесен унта пурӑнакансем хушшинче ҫутта тухассипе патриотизма юратакансем урӑх пӗр ҫын та пулман. — Йӑласем авалхисем пирӗн… Эх, мӗнле илемлӗ сӑн-питлӗ вӑл, mа сhеrе! Ҫак самантрах шӑмми анчах юлнӑ пӗчӗк кӗлетке халӑх хушшинчен хӗсӗнсе тухнӑ та Адриан патне ҫывхарнӑ. Вылякан тинӗс ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑр ҫутисем, хумсем тӑрӑх сиккелесе, пӗрре ҫухалаҫҫӗ, тепре ҫӗнӗрен курӑнаҫҫӗ. Андрей кӗнеке страницисене хӑвӑрт уҫса, ҫамкине хыттӑн сӑтӑрса, вӑрӑм пӳрнисемпе мӑйӑхне пӗтӗрсе, урисемпе кӑштӑртаттарса ларчӗ. Ученый тӑнне ҫухатнӑ пулмалла. Акӑ унӑн тутисем чӗтре пуҫларӗҫ, пичӗ ҫинче хӗрлӗрех пӑнчӑсем палӑрчӗҫ. Олейник листовкӑна каялла илсе лутӑркарӗ те каска айнелле чиксе хучӗ, намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ. Унтан Том шӑппӑн:— Итле-ха, Гекки, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, эпир мӗн калаҫнине хӑрах куҫлӑ Вильямс илтет-ши е илтмест-ши? — тесе ыйтрӗ. Вӑл — пӑлхав пуҫӗнче. Хӑйсен аллине пӗр ҫын ҫеҫ лекнине курсан, хаяррӑн ӳлесе ячӗҫ! Табак фабрикинче ӗҫлекен Таля дирижёр вырӑнне пулчӗ. Куҫӗсене хупса хумалла унӑнне, юлашкине курса ан юлтӑр…» — Культурӑллӑ пурӑнмалла, мучи, сарай хыҫӗнче сӗтӗрӗнсе ҫӳремелле мар, уборнӑя каймалла, — кула-кула сӗнчӗ Давыдов. Вӑл вӗсем патне ҫӳресе старик Николай Антоныч ҫинчен мӗн пӗлнӗ, ҫавна пӗлсе ҫитнӗ. Лашасене улӑштарни Пуҫсӑр юланут йӗрӗ ҫухалса кайнӑ пурӑллӑ прерирен пӑрахса каяс тесе, Кольхаун ылхана-ылхана лашине аяккалла ҫавӑрнӑ. Асту, — ҫыхса лартнӑ аллисене силлесе, ӳсӗр ҫын пек кӑшкӑрса ячӗ Титок. — Канӑр! — Ҫак тискер кайӑкла пурнӑҫра ху та ирӗксӗрех тискер кайӑк пулса каятӑн! — терӗ вӑл хуллен. Санаторире никам ӗненмелле мар сӑмах сарӑлчӗ: урасӑр лётчик… ташлама вӗренет. Хӗрача хӑйӗн тетрачӗ ҫине темӗн ҫырса хучӗ, Горева нимӗнпе те чӑннипе интересленмен ҫынсемпе ыран мӗн ҫинчен калаҫма пултарассине пӗлмесӗр, хӑй патне ҫӳле улӑхрӗ. — Пирӗн отделени командирӗ кам халь? — ыйтрӗ вӑл, Юргин патне каялла кӗрсен. — Мӗн ку? — тесе ыйтрӗ Пугачев мӑнкӑмӑллӑн. «Илсе килетӗп», — терӗм эпӗ. Воропаев хӗрарӑм пӗр лифчикпа кӑна пулнине асӑрхарӗ. Марья Николаевна сасартӑк кулса ячӗ, пӗтӗм пит-куҫӗ хӗрелсе кайиччен кулчӗ, тутӑрне тутисем патне илсе пычӗ, кресло ҫинчен тӑчӗ те ывӑннӑ ҫын пек тайкаланса, Санин патне пырса ӑна аллине тӑсса пачӗ. Ҫӗр ҫӑттӑрах! Манӑн шкатулка, кӗмӗл йӗнӗллӗ хӗҫ, тусӑм панӑ дагестан кинжалӗ, — нимӗн те юлман манӑн. Вӑл коридор тӑрӑх хӑйӗн пальтоне илме кайрӗ. — Кирлӗ мар пек? — Ҫарпа пӗрлех. Авӑ епле вӑл, ӑна йӗнер ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярать! Вӗсем, ӑна тен илнӗ те пулӗччӗҫ: пӑртак ҫитеркелесен, вӑл илемлӗ хӗрех пулма пултарать. Ромашов, ҫула майлӑн тенӗ пек, Хлебниковӑн сӑрӑ, мӗскӗн, ҫара пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, чунӗнче унӑн каллех темле килпетсӗр, чирлӗ туйӑм чӗпӗтсе, чӑрмаласа кайрӗ. Эпӗ сирӗн сӑмахусенчен хӑрамастӑп, ҫавӑнпа кирек мӗн тума та хатӗр. Анчах юрӗ ӗнтӗ! Малтан вӗсем хӑйсен пӗтнӗ юлташӗсен виллисене ҫиме тапратнӑ. Утмӑл виҫӗ ҫулхи ҫын ҫавӑн чул хак парса еркӗнсем тытӗ-и? Пирӗн хамӑр каякан ҫул каллех яланхи пек кичем те пӗр евӗрлӗ пырать; анчах ӑна эпӗ ҫапах та ӗнер пулнӑ хӑрушлӑхсемпе улӑштармӑттӑм. Унтан Гаврила, йӗпе картузне хывса, сӑхсӑхса илчӗ, ывӑҫне чӑмӑртанӑ укҫисем ҫине пӑхса, ҫӑмӑллӑн, тарӑннӑн сывларӗ, вӗсене хӗвне пытарчӗ, вара, шултра та ҫирӗп утӑмсемпе, Челкаш кайса ҫухалнӑ еннелле мар, тепӗр еннелле, ҫыр хӗррине утса кайрӗ. — Джон Мангльс та, — терӗ майор, — суднона хӑварма пултараймасть вӑл. Кӳр-ха тытса пӑхам, ку мӗнле кайӑк иккенне ҫывӑхранах курам, терӗм. Тӑванӑмсем, итлӗр мана. Вара вӗсем хак пирки калаҫса татӑлчӗҫ; Пӗрре, килне хӗрӗнкӗ таврӑнсан, Игнат ун ҫумне ачашшӑн ҫулӑхма пӑхнӑ, анчах арӑмӗ пӑрӑнса кайнӑ. Хӗвел коронисӗр пуҫне ученӑйсем тата ҫав вӑхӑтра Хӗвел ҫаврашкин тулаш енче темӗнле сӑмсахсем курнӑ. — Мӗскершӗн кун пек… хаяр? «Ме-ха, кай! — тесе пачӗ ӑна мана. Ҫак европеец тумӗпе тумланнӑ пӗчӗкҫӗ дикарь халиччен унӑн кӑмӑлне кайманни ҫинчен калама кирлех-ши вара? — Сэр, эсир манӑн сӗнӳпе килӗшмерӗр-ха, ҫапах та эпӗ сирӗн умӑрта Грант капитан ҫинчен хам питӗ сахал калама пултарнине пытарса тӑмастӑп. Халӗ ӗнтӗ Томпа Бекки патне ҫаврӑнар. Алкумӗнче виҫӗ салтак ларчӗҫ. Иккӗшӗ ватӑ, тепри ҫамрӑк. Ҫамрӑкки сан-сӑпатран жид сӑнарлӑ. Сывӑ пул, савнӑ тусӑм; эпӗ вилсен те ман юратӑвӑм яланах тата кирек ӑҫта та хӑвпа пӗрле пулассине пӗлсе тӑр. Кӑнтӑрла хӗвеланӑҫӗнчен пӗр майлӑ бриз вӗрет. Анчах санӑн ҫавнашкал япала татах сиксе тухас пулсан, пӗр сӑмахпа каласан, ҫавӑн пекки… Ҫапла ҫав. — Каламан. Тепри ҫакӑн пек калаҫать тата: «Халӗ совет влаҫӗн икӗ ҫунат пурри палӑрчӗ: сылтӑмми тата сулахаййи. Хӗвелтухӑҫнелле пӑхакан чӳрече умӗнчи тополь туратти шурӑрах сарӑ, ҫилӗм сӗрнӗ пек ҫыпӑҫакан ҫулҫӑсем кӑларчӗ; ҫулҫӑсем хушшипе унӑн самӑр хурт пек курӑнакан, хӗрлӗрех тӗслӗ, мамӑклӑ кӑчӑкисем мӑкӑрӑлса тухрӗҫ. — Кирлех пуль! Эпӗ кӗсьерен ҫирӗм пилӗк пуслӑх ҫӗнӗ кӗмӗл кӑлартӑм та ӑна Мануйлиха енне тӑсрӑм. Эпӗ тата ытларах та пӗлетӗп-ха, — шанӑҫлӑн каласа хучӗ Олеся. Чеченецсем хушшинче пурӑнса, казаксем вӗсемпе хурӑнташланса пӗтнӗ тата ту ҫыннисенчен вӗсен йӑли-мехелӗсене, пурнӑҫ йӗркисене, хӑтланкаларӑшӗсене ӳкерсе илнӗ, анчах унта та вырӑс чӗлхине тата кивӗ тӗне ӗлӗкхи пекех тап-таса тытса упраса хӑварнӑ. 2. Перерепенко дворянинах хӑй ӑшӗнче мана вӗлерес шут тытать. — Юрӗ, — ҫавӑнтах килӗшсе тавӑрчӗ Варя. Вӑл хӑй светски пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ хыҫҫӑнхи малтанхи вӑхӑта тата хӑйӗн пӗр юлташӗн йӑмӑкне аса илчӗ. Вӑл каҫсенче ҫав хӗрпе сӗтел хушшинче ларса ирттеретчӗ. Лампа хӗрӗн алӗҫ тӑвакан ҫинҫе пӳрнисене тата тӑпӑл-тӑпӑл та илемлӗ пит-куҫӗн аял енне ҫутататчӗ. Шыв арман ҫуртӗнчи ҫав хӑрушӑ каҫран пуҫласа Марийка нервӑ чирӗпе аптранӑ пулнӑ, ҫаплах хӑрас-тӑвас пулсан ӑна тытамак тытса пӑрахнӑ. — Качча тухасшӑн, мӗншӗн тесен, халӗ арҫынсем хаклӑ. — Кам та пулин каласа паринччӗ-ҫке ҫав мӗскӗне, йӗме чарӑнтӑрччӗ, — терӗ Петковица карчӑк, Павлювиц хаджи арӑмӗ тесен, чӑтса та тӑраймарӗ, куҫҫуль витӗр вӑл графа ҫапла кӑшкӑрса каларӗ: — Тӑванӑм, ан йӗр тархасшӑн, мӑшӑру сывах-ха санӑн! Эпӗ вӗсем тӗрӗс тӑваҫҫӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтсенче вӗсем ҫӗнӗ шухӑшсем аса илеҫҫӗ, ҫав шухӑшсене пула вӗсем тата хавхаланса калаҫма тытӑнаҫҫӗ. «Ним те пулманнишӗн турра шӗкӗрех, пулнӑ пулсан, эсӗ мана леш тӗнчере те ӑнланса илме ҫук чӗмере кӑтартнӑ пулӑттӑн», — шухӑшларӗ Давыдов. Валькӑна ҫак чӗрӗп хыҫкаланни те килӗшнӗ. Тӳррипех калатӑп, эпӗ сирӗн ҫинчен вуланӑ та, илтнӗ те, анчах эсир кун пек талантлӑ пулнине пӗлмен. Ваше благородие! сирӗн сывлӑхӑршӑн! — терӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, тинӗс хӗрринчи вырӑна чи пӗчӗк кимӗсемпе те пырса кӗме ҫук. Иртсе ҫӳрекенсенчен укҫа шӑйӑрма юратаҫҫӗ ӗнтӗ… Унтан Лосьпа Гусев кӳлӗ хӗррине анчӗҫ, хӑйсене юнран, тусанран ҫуса тасатрӗҫ. — Тепӗр эрне кӗтер-ха, — тата тепӗр эрне. Васкавлӑ ӗҫ. Вокзалӑн пӗрремӗш перронӗ патӗнче государствӑсем хушшинче ҫӳрекен поездӑн икӗ йӑлтӑркка ҫутӑ вагонӗ тӑрать. Эпӗ хамӑр пӗрле ҫӳренӗ вырӑна пур ҫӗре те ҫитсе шырарӑм, чарусӑр ачасенчен ыйта-ыйта пӗлтӗм, распределительсем патӗнче ӑна тупаймӑп-и тесе кун ирттереттӗм, ачасен ҫурчӗсене кая-кая пӑхаттӑм. Малтанхи каҫах вӑл Ольгӑна уринчен пуҫласа пуҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ те:— Санӑн туму ҫителӗклех мар, карчӑк. Нагульнов пӗр-иккӗ ярса пуссах алӑк патне ҫитсе тӑчӗ, — кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, ун аврипе Баннике тӑнлавран ҫапрӗ. Ӗҫсӗр ҫӳреҫҫӗ, — аллисем кӗсйинче, унталла-кунталла пӑхкалаҫҫӗ. Иртсе кайнӑ хӑрушлӑхсем ҫинчен Гленарван калаҫса тӑмарӗ, ҫапла вара Элен та, Мэри Грант та, Роберт та хӑйсем мӗнле хӑрушӑ инкекрен хӑтӑлнине кӑшт та пулин сиссе юлмарӗҫ. Именсе курнӑ ҫынсем ҫакна пӗлеҫҫӗ: ку туйӑм вӑхӑтпа тӳрӗ шайлӑн ӳсет, хӑюлӑх вара хирӗҫле шайлӑн чакать, урӑхла каласан: вӑхӑт иртнӗҫемӗн именӳ вӑйлӑланса, час ҫухалми пулса пырать, хӑюлӑх вара чакнӑҫемӗн чакать. Пирӗн хушӑра арӑмлисем нумай, анчах Сечӑра арӑмӗсене пӗрле усрамаҫҫӗ. Вӑл мана пӗтӗмпех кӑкӑртан сӑхса пӗтерчӗ. Вӑл хумханать, мӗншӗн тесен пур ачасен ячӗпе калаҫать, — кӑна Воропаев ҫавӑнтах чухласа илчӗ. Том вара ҫапла турӗ. Ҫавӑнпа эпӗ пурне те тӳсме хатӗр, анчах лайӑхланни курӑнмасть, хура пӗлӗтсем ҫӑралсах пыраҫҫӗ. Ҫинӗ-и? — Кӗме юрать-и? — Мӗн тунӑ вӑл? — ыйтнӑ Любовь, ашшӗ сӑмахӗсене ҫӑтӑмлӑн тӑнласа. — Ара мӗн те пулсан пӗлет-им вӑл? — ыйтрӗ Санин Панталеонерен. Туфта аллинчи кӑранташ вӗҫӗ шатӑрт хуҫӑлчӗ. Вӑл ӑна урайне вӑркӑнтарчӗ, анчах ҫиленнӗ ҫынна ответ парса ӗлкереймерӗ. Пӳлӗме хыттӑн калаҫса, кулса, темиҫе ҫын пырса кӗчӗҫ. Вӗсем хушшинче Окунев та пур. Хушӑран вара тӗтӗм сирӗлет те йӑтӑнса аннӑ маччасем витӗр пӳрт ӑш-чикки: чухӑнсен ҫулӑмпа хӗрелнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑксем, ҫунакан пӗчӗк пӳлӗмсенчи кивӗ сӗтел-пукансем курӑнаҫҫӗ. Тахҫантанпах эпӗ вӑрӑ-хураха каяс тесе пурӑнатӑп, анчах ҫакӑн пек кӗрсе ҫӳремелли шӑтӑк ҫукчӗ, тавраран кайса ҫаврӑнса ҫӳресси кичем пек туйӑнать. Ун пуҫӗнче: чеченецсем лере, тусем хушшинче, мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши, йӗкӗтсем ку енне мӗнле ҫӳреҫҫӗ-ши, казаксенчен мӗнле хӑрамаҫҫӗ-ши вӗсем тата урӑх вырӑнта епле каҫма пултараҫҫӗ-ши текен шухӑшсем тӗлкӗшрӗҫ. — Миките, эй, Миките тетӗп — тесе кӑшкӑрнӑ ҫӳлтен Ваҫили Андрейч. Ямшӑк мана ку пӗлӗт ҫил-тӑман тухасса палӑртни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ кунти ҫил-тӑмансем ҫинчен илтнӗччӗ, вӗсем ҫулҫӳренсене обозӗ-обозӗпе юр айне шӑлса лартни ҫинчен пӗлеттӗм. — Ман атте грузчикрен ҫын пулнӑ… Е эс пире мӑйӑр хуппинчен пӗҫернӗ гяур компочӗпе ҫеҫ хӑна тӑвасшӑн-и-ха? — тесе хушрӗ вӑлах пуҫтарман сӗтел ҫине виртлешсе пӑхнӑ май. Тӑнлавӗсене юн ҫапрӗ. Тарӑхнӑран та хытӑ килнӗрен хӑй хашка-хашка сывлать. Верӑна кунсеренех эпӗ пусӑ патӗнче те, уҫӑлса ҫӳренӗ чухне те куратӑп. Ҫӑва патне!.. Вӑл, мӗн те пулин сутӑн илме шутлакан ҫын пек, таврари вырӑнсем ҫине шӳтлесе пӑхса пырать. — Ытах та эс туйса тӑнӑ пулсан — вӑл пустяк кӑна! Ак, сӑмахран, эс шӑрпӑка тӑратса ларт та унтан аяккинелле пӗр ҫичӗ утӑма кайса тӑр. Унӑн усӑсӑр кӑшкарӗ ҫеҫ юлчӗ, тепӗр темиҫе сехетрен хумсем ун хуҫӑкӗсене те юхтарса кайӗҫ. Пӗр лампӑпа кӑна ҫуталнӑ залра Мимипе Катя каллӗ-маллӗ ҫӳреҫҫӗ, Люба, рояль умӗнче ларса, Фальдӑн иккӗмӗш концертне — аннен юратнӑ пьесине темиҫемӗш хут калать. — Атте, мӗскӗн атте! — кӑшкӑрса ячӗ Мэри Грант, Гленарван умӗнче чӗркуҫҫи ҫине ӳксе. Юлашки икӗ кун хушшинче эпӗ пӗрре те киле кайман. — Нагульнов чышкипе сӗтеле шанлаттарса ҫапрӗ. Санин куҫарса пачӗ — анчах «Сарафан», уйрӑмах «По улице мостовой» сӑмахӗсем, (sur une rue pavee une ieune jille allait a l'eau — вӑл ҫапkа куҫарса пачӗ) унӑн итлекенӗсене вырӑс поэзийӗ чаплӑ тесе шухӑшлаттарма пултарайман — вара вӑл Пушкинӑн «Я помню чудное мгновенье» сӑввине, музыкине Глинка хунӑскерне, малтан пӑхмасӑр вуласа, унтан куҫарса, унтан, ун минорлӑ куплечӗсене кӑшт пӑсарах, юрласа пачӗ. Кралич тӗшмӗше-мӗне ӗненмест, ҫапах та ҫакӑнти пуш ҫурт та тупӑкри пек шӑплӑх ун сехрине хӑпартрӗ. Халӗ эпир пӗр киле кайӑпӑр. Анчах мана унта жандармсем «эсир» тетчӗҫ… Офицер сылтӑм куҫне хӗссе илчӗ, ӑна шӑлкаларӗ, унтан вӗтӗ шӑлне йӗрсе калаҫма тытӑнчӗ: — Пӗлместӗр-и эсир, Находка, фабрикӑра преступленилле воззванисем пӑрахакан ирсӗрсем камсем вӗсем, э? Хӗвел ҫакӑн пек инҫетре пӗчӗк ҫӑлтӑр пек ҫеҫ курӑннӑ пулӗччӗ, ҫутатасса вара тулли Уйӑхран пӗр ҫирӗм хут лайӑхрах ҫутатнӑ пулӗччӗ. — Ҫапах та килтӗр пулать, — хӗпӗртесе ӳкрӗ вӑл. Кил-ха кунта. — Ҫавӑнтан, — терӗ маориец. — Ну? Пӗтӗмпех шыҫӑннӑ, шӑпӑрт ларать. — Тӗрӗксем хальхинче ытла непсӗсӗр пулмарӗҫ. Унта нихӑҫан хӗлле пулмасть. Кулӑшла та, хӗрхенмелле те. Сисиччен ман пата ҫӗрлехи хуралҫӑ пырса тӑчӗ те:— Эсӗ кунта мӗн ӗҫлесе тӑратӑн? — тесе мана тумба ҫинчен тӗртсе антарчӗ. — Аксель, эсӗ акӑ хӑвах курӑн, Исланди лашинчен ӑслӑраххи пӗр выльӑх та тупаймӑн. — Кӳр-ха эппин, атту эп килтен ним ҫимесӗрех тухрӑм… Эпӗ хӑрушӑ комеди малалла пынине пӑхма тытӑнтӑм. — Лар, ишсе каяр, — тесе кӑшкӑрчӗ пичче. Ну, авланнӑ-и? — Ку чее ыйту — эпӗ ӑна тем ӑнланаймастӑп. Ҫитменнине тата вӑл часах форта каять, унта ҫӗнӗрен илме пултарать. Тахҫан ӗлӗк ҫав имени пирӗн пулнӑ, темӗнле Спицынран сутӑн илсе, кайран Дубровский ашшӗне сутнӑскерччӗ пулас. — Эсӗ ячейка секретарӗ те, апла мана хӗстерме те пултаратӑн ҫулать? Пӗтем чӗрем, пӗтӗм шут-кӑмӑлӑм сирӗн пата ӑнтӑлать манӑн, эпӗ сире юрататӑп. — Сана чӗнеҫҫӗ, — терӗ хӗрача, ура ҫине тӑрса. Сасартӑк унӑн пуҫӗнче усал шухӑш вӗлтлетсе кайнӑ: — Итлес, мӗн калаҫаҫҫӗ ӑслӑ ҫынсем… Олеся сасартӑк ҫӗкленчӗ те вырӑнӗ ҫине тӗренсе ларчӗ. Пичӗ ун ҫавӑнтах ҫирӗп шухӑшлӑ пулса кайрӗ. Лось туять: пуҫ мими уҫӑмлансах пырать, тӗтреллӗ пие ҫӗкленсе уҫӑлать тейӗн, асӗнче ҫӗнӗ сӑмахсемпе ӑнлавсем ҫирӗпленсе юлаҫҫӗ. Эпӗ курман. Лешсем пӗр хирӗҫмесӗр ҫаврӑнса тӑчӗҫ. Гешан тӳрӗ кӑмӑллӑ та паттӑр, ыттисенчен нимпе те палӑрса тӑмасть, вӑл ытла пысӑк ӑслах пулмасан та, лайӑх салтак, хӑй начар ҫар начальникӗ пулсан та, мӗн хушнине тӗплӗн туса пырать, начальниксене ытла та пӑхӑнма юратнипе вӑл хӑйне паракан приказсене ӑнкарса илме пӗртте тӑрӑшмасть, вӑл питех те тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑна хӑйӗн енне ҫавӑрас тесе парне парса никам та сутӑн илме пултарайман. — Ҫул пур — ут кӑна! — Сӑнӑнтанах куратӑп, темскер пурах пулас… Мана суд ӗҫӗсене йӗркелесе пыракан чиновник те, кӗсъе ҫаратакан та, шӳт тӑвакан та, вельможа та, картла вылякан та, политик та, еркӗн тупма пулӑшакан арҫын та, врач та, суя свидетель те, илӗртекен ҫын та, сутӑнчӑк та, ытти евӗрлӗ этемсем те тарӑхтармаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте эпир ҫуралнӑ пекех ҫуралса ҫитӗннӗ. Хӑратӑн эпӗ унтан. Хӑй пит лайӑх пӗлсе тӑракан вӑрманти кукӑр-макӑр сукмаксемпе те хӑваласа ҫитӗҫ-ши? — Анчах ҫак сывлӑш ҫирӗплӗхӗ татах вӑйланса пырать пулӗ? Халл капитан ытларах та ытларах хавхаланчӗ. Вӑранса кайсан куратӑп: мана пур енчен те койотсем хупӑрласа илнӗ иккен. — Ерофей Кузьмич чӗркуҫҫийӗсене тытса ларчӗ. — Виселицӑпа тупа тӑватӑп. Джон Сильвер, эпӗ сана хама сӑмсаран ҫавӑтса ҫӳреме ирӗк парас ҫук, — терӗ вӑл. — Питӗ аван! — терӗ Бенедикт пичче питӗ лӑпкӑ сасӑпа. — Хурлӑхан шывӗ ӗҫес килмест-и, Енюшенька? — ыйтрӗ Арина Власьевна. Директор кирлӗ пек чаплӑлӑхпа Тома библи кӗнеки тыттарчӗ, анчах каланӑ сӑмахӗ ун ытла хӗрӳллех пулмарӗ: темӗнле сисӗмлӗх ҫав мӗскӗн ҫынна ку ӗҫре вӑрттӑнлӑх пурах тесе систерчӗ. Анчах кӑна вуҫех тӗртмесен аванрах пулӗ тесе шутларӗ директор. Ҫак ачан вунике ҫавра вӗренме те ӑс ҫитеймест, ҫав хушӑрах вӑл хӑй тӑнпуҫӗн ампарӗсенче икӗ пин кӗлте библи ӑслӑлӑхӗ пухса лартнӑ тесе шутлас пулсан, вӑл вара ытла та ҫыпӑҫусар япала пулнӑ пулӗччӗ. Ҫав инҫет, унӑн асӗнче анлӑлансах пыраканскер, халӗ ӑна хӑй патне илӗртет. — Ҫӗнӗ материалсем тӑрӑх-и? Йывӑҫ ҫав териех хытӑ пынипе ӑна хӑватлӑ машина вӑрхӑнтарса пырать темелле. Вспрысни, бондарь, голову Батогами! батогами! Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем ун ҫине ларчӗҫ те чиперех Америкӑна ҫитрӗҫ. Марьянӑн мӑнаҫлӑ та хитре сӑнарне аса илсенех, Оленина ку япала пулма пултарас ҫук пек туйӑнчӗ. Эсир шухӑшласа пӑхӑр-ха, мӗн пулмаллаччӗ тата мӗн пур. — Эпӗ чиркӳ служителӗ, — терӗ вӑл, — полици шпионӗ мар. Вӑрттӑн итлесе ҫӳресси — ман ӗҫ мар. Мӗн унта ҫӳретмелле ку такана, давай киле илсе каям эпӗ ӑна, тесе шухӑшлать Ермил. Анать те хӑй аллине илет хайхи такана. Мӗншӗн тесен, ӑна пирӗн хамӑр полковник ҫеҫ мар, патша та пӗлет, — мӑнкӑмӑллӑн ӑнлантарчӗ Ванюш. — Ма сапламарӑн сюртука? пӗрмай ҫывӑрассипе эс! — терӗ Михайлов, ҫилленсе. Вӑл мана: «Ҫул юппинче сылтӑмалла пӑрӑнмалла, унтан тата пилӗк миля каймалла, вара Гошен пулать», — терӗ. Авари пулса тӑчӗ, анчах ун ҫинчен хам ӑнланса иличченех Файлӑна пуҫран лекрӗ. Лакей карета алӑкне уҫрӗ те, каретӑран хӗр кайӑк пекех вӗҫсе тухрӗ. Акӑ капитан Флинт — эпӗ хамӑн попугая чаплӑ пирата чысласа, капитан Флинт тесе ят патӑм, — ҫакӑ, капитан Флинт пирӗн инҫе ҫул ӑнӑҫлӑн пӗтесси ҫинчен систерсе калать. Ҫатан карта урлӑ кашласа каҫнӑ ҫил, анкартинче хуҫа пулса, ҫавӑрттарса ҫӳреме пуҫларӗ. Шофер сиренӑна кӑшкӑртрӗ те, лутрарах хӗр-почтальон чупса тухрӗ. Пӗчӗк пӳлӗмре туллиех тӗтӗм явӑнать, ку вӑл вакштаф тӗтӗмӗ те мар, Зухин туртакан махорка тӗтӗмӗ. Сӗтел ҫинче пӗр пулштух эрех, черкке, ҫӑкӑр, тӑвар тата така шӑмми пур. Вӗсем, иккӗшӗ те патвар та ҫирӗпскерсем, пӗр-пӗрин патне пуҫӗсемпе пӗшкӗнсе ларса, сассисене пусарса калаҫрӗҫ, амӑшӗ аллисене кӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах тата вӑл ҫакна та сиссе тӑнӑ: Исидорӑн мустангӗ ӑна хӑй лаши пек темиҫе теҫетке лашаран та ытларах кирлӗ пулнӑ. Волов хӑйӗн ушкӑнӗпе вӑрҫӑ хирне кайрӗ, пӑлхавҫӑсене пупсем пиллесе ӑсатса ячӗҫ. Вӑл сирӗн аслаҫӑрӑн аслӑ йытӑ пӑхаканӗ, аслӑ сунарҫи пулнӑ. Хама тӗрлӗрен йӗрӗнчӗк япала таврашсенчен картласа хумашкӑн, урӑх мӗн тума пулӗ тата? Арчине ҫурри таран эмель коробкисемпе, тӗрлӗ тӗслӗ чей хучӗн тӗркисемпе, вакса тата сардина пулӑ коробкисемпе тултарнӑ. Кунтан Ольховкӑна виҫӗ километр: кӑнтӑрла пулнӑ пулсан, вӑл ӗнтӗ, анлӑ та савӑнӑҫлӑ сӑртра лараканскер, янках курӑнса кайнӑ пулӗччӗ. Стружков салатса парас тесе тӗрӗс калать. Йывӑҫсен ҫывӑхнерех! Вӑл хӑй ыйтӑвӗ Еленӑна кӳрентернине курчӗ, вара хӗрӗ ӑнлантарнине итлемесӗрех, ҫилленсе:— Темле ӑнланмалла мар япала ку. — Пурне те парнелетӗп, — терӗ вӑл ҫыххине Устенькӑна тыттарса; унтан йӑл кулса Марьяна ҫине пӑхса илчӗ. — Ҫаксем пӗри те тӗрӗс мар! — терӗ тахӑшӗ. — Мӗн каламалли унта. Мулсен пуҫӗсене чӗркесе лартсан, пилӗк минутӑран каравана ним курми тӗттӗм хупласа илнӗ. Аяларах, пайтах чӑнкӑ сӑрт айккинче, пӗр ҫичӗ ҫӗр, сакӑрҫӗр фут тӑрӑшшӗ вулканран тухнӑ вӗри шӗвек япаласем сарӑлса кӗсел пек юхса анаҫҫӗ, вулканӑн ҫӳллӗшӗ 200 чалӑша яхӑн пулас. Марс ҫинчен ҫырнӑ калав Меркурийпе Венера ҫинчен ҫырнӑ калавран чылай вӑрӑмрах пулчӗ. — Эсӗ ху пӗлекен ҫынсем ҫинчен ҫеҫ каласа кӑтартрӑн-и? Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те кӑштах шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн тарӑхса:— Ҫӑва тӗпне вӗсене! — тесе хучӗ. Аманнӑ ҫын ыратакан урине сӗтӗрсе, вӗтлӗх витӗр упаленме пуҫланӑ. Вунӑ сехет тӗлӗнче, бастион начальникӗ хушнӑ тӑрӑх, Володя хӑйӗн командине пухрӗ те батарея патне утрӗ. Думбартона кайма тухса Эдинбурга каякан поезд ҫине ларсан — ку ӗнтӗ ҫапах пырать! Анчах ларас тенӗ карап ҫине лармасӑр, Индине каяп тесе, Чили ҫӗршывнелле ишни — ку ӗнтӗ арпашса ҫӳрени кӑна пулмасть! — Ку — каймалла марри — старик пӳрнисемпе хӑмсарнӑшӑн-и? «Мӗн кирлӗ ӑна? — Антикварнӑй магазинран, — кулса ӑнлантарчӗ ӑна пӗрремӗш американец. Пысӑк фабрикӑсенчен пӗринче — ӗҫлевҫӗсен кӗрлевлӗ ушкӑнӗсем, ҫӗкленчӗк туйӑмлӑ, ӑмӑр-сивлек, тилӗрчӗк сӑнлӑ. Тупата, ҫакна пӗтӗмпех кино ҫине ӳкерсе санӑн тусу пеккисене кӑтартмалла. Анчах кун пек ҫирӗп вӗренсене Геркулес та татайман пулӗччӗ. Пӑван аллине сасартӑк тӑсрӗ. Амӑшӗ типсе ларнӑ чӗлхине тути хӗррипе шутарчӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче, столяр саваланӑ е хаҫат вуланӑ чухне Федюшка яланах хӑйпе вылянине аса илнӗ вӑл… — Епле ют пачпортпа? Эх, эсӗ, ҫуратнӑ аннеҫӗм! Давыдов шухӑшӗсене Разметнов татрӗ. — Калаҫса татӑлтӑмӑр эппин, аннеҫӗм? Вара Дик пӗр аван япала шутласа тупрӗ: кимме тӑрӑ туса курӑкпа хупламалла. Ҫак тӑрӑ вӑрӑм шалча ҫине тӗренсе тӑрать, шалчи мал енче те, хыҫал енче те тухарах тӑмалла. Килӗнче ун ҫинчен мӗн калаҫаҫҫӗ? «…Тата ҫак ирсӗр ушкӑнӑн пур членӗсене те янӑ ультиматум». Унӑн ҫаврака дискӗ ҫӳллӗ курӑк тӗлӗнче ылтӑн одит пек йӑлкӑшма пуҫларӗ. Хапхаран тухсан, вӑл тутӑрне тӳрлетсе пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ те никам асӑрхамалла мар, анчах вичкӗннӗн йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Мана ҫӑмӑл кӑмӑлпа калать, тетӗр-и? Вӑл панине илменшӗн, унӑн пуянлӑхӗпе питех интересленменшӗн кӳреннипе пулас, вӑл пӗр минут хушши пӗр чӗнмесӗр ларчӗ, унтан шӑппӑн каларӗ: — Алшӑлли ил-ха, пур япаласене те шӑлса тасатса хурар, вӗсем тусанланса пӗтнӗ… Хӑш чухне ача чылай ҫӗрле ашшӗн труба пек кӗрлекен сассипе вӑраннӑ. — Анфиса-а! Ӑна ҫак тунката ҫине чӑркантар! Эсир мана текех кураймӑр. Ҫарантан кӑнтӑр енче улма пахчи пур, унӑн чул хуми хапхи ҫаран еннелле тухать; ҫавна хирӗҫле ҫаралнӑ тӑрӑллӑ Стара-планина тӑвӗ курӑнать, хысакӗ чӑнкӑ, тӗллӗн-паллӑн тем пысӑкӑш чулсем палӑраҫҫӗ, чечеклӗ айлӑмсем те пур. Анчах кунта та ҫав салху пӗлӗтрен урӑх нимӗн те ҫукчӗ. Туслӑх пуҫламӑшӗ Ҫавӑнтан вара манпа Дмитрий Нехлюдов хушшинче чылаях тӗлӗнмелле, анчах калама ҫук ырӑ ҫыхӑнусем сыпӑнса кайрӗҫ. Пурне те тивӗҫлӗ телей — ӑсран тайӑлнисен, хаврӑпа ӳсӗрӗлнисен аташӑвӗ. Вӑл хӑй лашине тӗрӗс йӗрсемпе тытса пынӑ. Нӑрӑсенчен пӗри, ҫунаттисене хускатмасӑр, ҫӗрелле вирхӗнчӗ. Ыттисем каллех кӑвак тӳпере ташлама пуҫларӗҫ. — Сквайр, — терӗ вӑл, — Дэнс сӑра ӗҫсен, унӑн хӑйӗн службӑллӑ ӗҫӗсем патне таврӑнмалла пулать. Джим Гокинс ман патӑмра ҫӗр каҫӗ. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:— Акӑ мӗн тумалла. — Пулчӗ! — ҫӗнтерӳллӗн хӑрӑлтатса илчӗ вӑл, унтан, тӑрса, Егорушка куҫӗ патнех пысӑк шӑрчӑк илсе пычӗ. Дик Сэнд ним те чӗнмерӗ. Ҫапла, ку Мункун утравӗ! Эппин, эпир ҫырантан икӗ пин мильӑра. Чӳрече витӗр шавлани, тӑпӑртатса ташлани илтӗнчӗ. Эпир тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл Орёл патӗнче тӑшманӑн виҫӗ самолётне ҫапса антарнӑ, унтан, Прибалтикӑшӑн ҫапӑҫнӑ ҫӗрте пулса, тата икӗ машина ҫапса антарнӑ. Ме акӑ сана ҫӑра уҫҫисем, бригадӑна чуптар, Любишкина кала унта, пӗр вунпилӗк ҫын юланут ҫине ларттӑр та халех кунта вӗҫтерсе килтӗр. Кимӗ ҫинче пулнӑ юлташсенчен чул сӑрт ҫинче ҫӑлӑнма ӗмӗтленнисене е карап ҫинче юлнисене мӗн пулнине пӗлместӗп. Вӗсем пурте пӗтрӗҫ пулӗ тесе шутлатӑп. Ӑна тупӑка хурас вырӑнне икӗ алӑк хушшине чикнӗ, тет те, ҫаплах пытарнӑ, тет; хам курман эпӗ; атте каласа парсаччӗ. Елена чунӗ мӗнле урӑхла пулнӑ-ха? — Пӗррелӗхе каҫаратӑп сана, анчах та асту, ӑҫта та пулин тепӗр хут айӑпа кӗрсессӗн, ку ӗҫ те асра пулать, — терӗ вӑл Швабрина. Иван Иванович! Иван Никифоровичпа тӑшман пулса тӑтӑр-и? Эсир пӗлес пулсан… — Эсир мӗншӗн кайнине ман пӗлес килмест, — шиклӗн пӳлчӗ ӑна Елена. Старикӗн уҫӑ сасси вӑрманта та, ҫырма тӑрӑх анатра та янӑраса кайрӗ, ҫавӑнтах ҫӗрлехи вӑрттӑнлӑхпа шӑплӑха сирсе ячӗ. Дрёмов ҫыннисем ун умӗнче сума суса картузӗсене хывнӑ, вӑл Ратский княҫсем ҫинчен каласа панисене тимлӗн итленӗ, ҫапах та кам та пулин, ялан тенӗ пекех, ун сӑмахӗсене мӗн пирки те пулин мӑнкӑмӑлланса асӑрхаттармасӑр ирттерсе яман: — Пирӗн господасем простойрах, чухӑнрах, анчах — сирӗннинчен ҫирӗпрех! Ҫак шухӑша ӗнтӗ штурман ачалла, айванла тесе шутлать. Шуйттан пӗлет-и сире, тӗлӗнмелли нимех те ҫук! Тата мӗн? — Тинӗс летчикӗ ӗнтӗ, орденсем чылай, — терӗ вӑл, эпӗ чылай орденлӑ тинӗс летчикӗ пулнӑшӑн хӑй те мӑнаҫланнӑ пек пулса. «Акӑ хӑҫан ҫаклантӑм иккен эпӗ!» — тет-и? Ӗҫӗ питӗ йывӑрскер пулчӗ ӗнтӗ. Баржа ҫинче, урисене баржа аяккинелле усса, ҫумма ҫумӑн тӑватӑ мужик — пӗри хӗрлӗ кӗпеллӗскер — ларса юрӑ юрласа пыраҫҫӗ: сӑмаххисем илтӗнмеҫҫӗ, анчах эпӗ ӑна пӗлетӗп. Тепӗр тесен, эпӗ, корсиканец пек, таса искусствӑран ытларах вендеттӑпа тӑрмашатӑп. Ҫыхӑра вӗр-ҫӗнӗ, вут пек пӗҫерсе тӑракан червонецсем иккен. — Аэлита питне Лось еннелле пӑрчӗ те сасартӑк кулса ячӗ. Павка авӑ амӑшӗ ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Акӑ хайхи пӳске Джимпа пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ. Эпӗ тӑтӑм та алӑка питӗртӗм, унтан, пируспа шӑрпӑк илсе, туртма пуҫларӑм. Анчах Паганель хайне ҫапнине сисмерӗ те. Намӑс ҫеҫ вӗт ку, ним те мар! Пире Иван Павлович хамӑр шкула сиенлӗ ҫул ҫине кӑларма тӑрӑшни пӑшӑрхантарать, ҫавӑнпа ҫеҫ эпир хамӑра педагогла тивӗҫ мӗнле тума вӗрентет, ҫавӑн пек тӑвӑпӑр, вӑл ӗнтӗ — «совет гражданӗсен лояльнӑй тивӗҫӗ». Вӑл каллех лӑпкӑн ӗҫлеме пуҫланӑ; анчах ун сӑн-питӗнче хӑй шухӑша кайни тӑтӑшах палӑрса тӑнӑ. Усал Деникин куҫ хӗсет,Ҫӗпӗрти Чека пекехКолчакпа ылмаштарчӗ… Вӗри хӗвел пайӑркисем унӑн ӗнсине, мӑйне, ҫурӑмне ҫунтарса пӗҫертрӗҫ. Вӑл ҫав тери чаплӑ калать те юрлать, — кайӑксем шӑпланаҫҫӗ, ҫил лӑпланать, кӗтӳсем канма выртаҫҫӗ, тӳпере хӗвел куҫма чарӑнать. — Шӑпах ҫавӑ, Марийка! — терӗ Огнянов, мӗскӗн фотографа таврари халӑх ҫапла тӑрӑхланине асне илсе. — Ку шыв вар-хырӑмшӑн питех те усӑллӑ, — терӗ мана хирӗҫ пичче. Вара сасартӑк ун тавра штыксем, пӑшал кӗпҫисем, хӗҫсем ялтӑртатса илчӗҫ. Ман пӗччен юлас килет. «Ӑҫталла эс? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, тарма хатӗрленнӗ шуйттана хӳринчен ҫавӑрса тытса. Хам телейлӗ те савӑнӑҫлӑччӗ. — Вӗсен высокоблагородийӗ сирӗн благородие ыйтаҫҫӗ, — терӗ вӑл хисеплӗ сасӑпа, ҫав вӑхӑтрах тата чӑрсӑррӑн та, куҫне кӑштах хӗснӗскер, подпоручика тӳп-тӳррӗн тӗллесе пӑхса. Советсен суйлавӗ, бандитсемпе кӗрешесси, культура ӗҫе контрабандӑпа кӗрешесси, ҫарпа парти тата комсомол ӗҫӗ — акӑ мӗн тавра, ирхи шуҫӑмран пуҫласа ҫӗрле пуличченех, иртет Лисицынӑн, Трофимовӑн, Корчагинӑн тата вӗсем пуҫтарнӑ йышлӑ мар активӑн пурӑнӑҫӗ. Карланкине вӑл тивӗҫлинчен ытларах шӳтернӗ. Джемма ӑна хакӗсене пӗр кулмасӑр кала-кала пачӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах вӗсем иккӗшӗ те, ытла та кулӑшла комедие вылянине туйнӑ пек, ӑшра кулса ларчӗҫ. Эсир инҫете каяс пулсан, манӑн сасӑ илтӗнмесен, мӗн тумалла? — Вӗҫетпӗр! — ответ пачӗ Алексей. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй пичӗ ҫинче те темле тӑнсӑр, тӗссӗр кулӑ тӗлкӗшнине лӗкленнӗ кӑмӑлпа туйса илчӗ. — Каласа памаллах пулать пуль сана, — тенӗ вӑл, ачана пуҫӗнчен ачашласа. Малтан Зеб Фелимран мӑшкӑласа кулнӑ. Эпӗ ахаль те ҫавнах хатӗрленнӗччӗ. Вӑл, 1577 ҫулхи комета инҫӗшне виҫсе, ҫак комета Ҫӗртен питӗ аякра, Уйӑхран та аяккарах пулнине пӗлнӗ. Хуҫине йӗр шӑршипе тупассине шанса, Каштанка тротуара шӑршлама тытӑннӑ, анчах маларах темӗнле ҫын ҫӗнӗ резина калошпа иртсе кайнӑ та, хайхи йӗр шӑршисем тӑрӑх ҫапакан каучук шӑршипе хутӑшнӑ пирки нимӗн те уйӑрса илмелле пулман. Эпӗ пӗрре сӑмах каланӑ-тӑк, ҫитет! — Чул пек ҫирӗп, — тавӑрчӗ Марьяна. — Эхер эсир, савнӑ чунӑм, ман патӑмра ӗҫлесшӗн мар пулсан, ҫапла каламалла та: эпӗ сире тахҫанах янӑ пулӑттӑм. Ухмах выльӑх, — тесе мӑкӑртатса илнӗ Зеб. Вӑт эпӗ сана калатӑп та — мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ сана Корытов? Йӗрӗ те савӑнӑҫлӑ шкул юлташӗ ҫакӑн пек хӗсӗк йӑвара пурӑнакан хӑртӑннӑ ҫын пулнине курсан, Фома ӑна шеллесе кайнӑ. Тимлӗнрех тинкерчӗ. — Ырӑ ир пултӑр, ненько! Епле ҫывӑртӑр? Усадьбӑн тӳлек шӑплӑхӗ, ватӑ сад мӑраннӑн пӑшӑлтатни, ҫамрӑк чунӗнчи пӗр евӗр тӗлӗрӳсем халь ӗнтӗ ӑна кансӗрлеҫҫӗ кӑна. Тин кӑна килсе ҫитнӗ ватӑ старик шалт аптраса ӳкрӗ. Ҫамрӑк чухне вӑл питӗ илемлӗ пулнӑ, клавикордӑпа музыка калама пӗлнӗ, кӑштах французла калаҫнӑ; анчах ирӗксӗр качча тухнӑ упӑшкипе нумай ҫулсем куҫкаласа ҫӳренӗ вӑхӑтра ирӗлсе кайнӑ та, музыкӑна та, французла калаҫма та маннӑ. Примусне уҫлама тытӑнтӑм та краҫҫынӗ ҫип-ҫинҫен юхса тухрӗ. — Ҫакӑ ҫав, кунта тата урӑх япаласем те пур. Анчах вӑл ун чухне чей чашки пек ҫӗмрӗлнӗччӗ. Саша сӑнӗ яланхи пекех улшӑнмасӑр тӑнӑ, Фоман ҫак хӗрарӑм ҫилӗллӗ пулнине, кӳренсе кайнине, унӑн ҫынлӑхне курас килнӗ. Пыра-киле хам тантӑшсенчен пӑрӑнма пуҫларӑм, ҫынсемпе хутшӑнми пултӑм, чӗнместӗп, чул пек, халӑх хушшине тухас килмест… Тискер кайӑк пек, тӑватӑ уран упаленсе, вӑл хӗвелтухӑҫнеллех шурӗ, малтанах гипноза парӑннӑ ҫын пек ним шутламасӑр, ҫапӑҫу шавӗ еннелле кайрӗ, унтан шухӑшласах, ӑнлансах упаленме пуҫларӗ: вӑрманпа капла пыма туяпа пынинчен те авантарах иккен, урисем ытлашши ыратмаҫҫӗ. Нимӗн те туман пек ҫав — вара эпӗ кун иртмессерен хама вӑрҫӑран аякка тӑрса юлнӑ пек туя пуҫларӑм, пуҫӑма та госпитальти кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫсем ҫеҫ ҫавӑра пуҫларӗҫ. «Дункан» ҫак бухтӑна сакӑр сехет тӗлӗнче кӗрсе, Капштадт портне ҫитсен, якӑр ячӗ. Тӳссе пурӑнччӗ, э? Аякри алӑкран Полевых курӑнчӗ. Сапун-ту ҫине, Севастополь голгофӗ ҫине хӑпармалли ҫӗре ҫитрӗҫ. Эпир ашшӗнченех ун аллине лекнӗ. Анчах вӑл час-часах килсе ҫӳреме пуҫларӗ. Хӑрушӑ сӑмах Асьендӑна ҫитме вӑхӑт пек ӗнтӗ! Ак япала, калӑр-ха, тархасшӑн! — Урӑх нимӗнле япала та ҫукчӗ. Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ йӑрӑ хӗрача Огнянов умне тухса тӑчӗ те йӑвашшӑн пӑхса илчӗ. «Эпӗ — си-ире-е!» — тытса илчӗ тепри, мӑн сасӑпа вӑрӑммӑн тӑстарса та хӑратса. Вӑя, хулари пӗр хаклӑ ресторанра хайхи Сашӑна хӑй патне пурӑнма илнӗ эрех завочӗн хуҫи ывӑлне тӗл пулса, унӑн савӑнӑҫлӑ, тус-йышлӑ ытамне лекнӗ. Юлашкинчен вара, ерипен, питӗ асӑрханса, ыратнипе пичӗсене пӗркелентерсе, ҫыран хӗрринелле утма пуҫларӗ. Пуҫлӑх кунта хуҫа арӑмӗ. Шыв чанӗ Ҫак кӗтмен сӑмахсене хирӗҫ Дик Сэнд тӑруках ним те чӗнеймерӗ. Чӑптаҫӑ арӑмӗ инҫех мар, Хлыст лавки ҫумӗнчи тенкел ҫине чул пек ларнӑ та, пуҫне хулпуҫҫийӗ ҫинелле тайса, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса итлесе ларать. Аяккинче ашӑкпа витнӗ лаша утӑ ҫисе тӑрать. Вӑт ирсӗр япала! — тетӗп. Вара каллех: Ши! кӑна та ши! кӑна, Ӑҫта куртӑр-ши ӑна? Вӑл, сӗтел ҫине картсем сарса хурса, мана ответ памарӗ. Калама пуҫланӑ-тӑк, каласа пӗтермеллех ӗнтӗ. Ӑна лейкӑ питех те кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ, анчах укҫам ҫитеймест. Ялан кисренсе тӑнипе кӑмӑла пӑтратсан та типӗ апата ҫулҫӳревҫӗсем кӑмӑлласах ҫирӗҫ. Струльдбруг корольсен ячӗсене хӑй сакӑрвунӑ ҫул тултариччен кӑна астума пултарать. Хӑв та эс манпа пӑшӑлтатсах калаҫмарӑн. Лантенак ҫӗнтересси пирки иккӗленмелле пулман. Ҫавнашкал ӗнтӗ, тӗпрен илсен, пирӗн экономика тӗлӗшпе 1924 ҫулранпа 1936 ҫула ҫитичченхи тапхӑрта пулнӑ улшӑнусем. Мӗнле хӑтӑлмалла-ха ӗнтӗ ҫав кӗретех курӑнса тӑракан вилӗмрен? Анчах сӑмахне ҫапах та малалла тӑсрӗ-тӑсрех: — Ҫапла ӗнтӗ, ҫав илемлӗ качака путекки утса пырать, аллине салтак пек сулкалать, эпӗ, ҫылӑхлӑскер: мӗнле унпа алла-аллӑн тытӑнса кӑштах та пулин утса пӑхас-ши, тесе шутлатӑп. — Пӗччен ҫӗрте ларать-и? Этем тарӑхса ҫитнӗ. Чӑтӑмлӑ пулӑр ӗнтӗ, хамӑн пурнӑҫра эпӗ нихҫан та паянхи пек калаҫман. Итлесе пӑхӑр-ха, ҫав ҫынсем пӗр-пӗринпе мӗн-мӗн калаҫнине. Поездсене ҫул уҫса парса, юр тасатакан вагонсен хурҫӑ пропеллерӗсем кӗрт куписене каса-каса кӗреҫҫӗ. — Турӑ ҫинчен калаҫать. Темиҫе минутран вара Оленин чӳрече умӗнчен хорунжи иртсе кайнине курчӗ. Вӑл йӗмне чӗркуҫҫи таран тавӑрса янӑ, ҫӗтӗк бешмет тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫинче — сӗреке. Ҫавӑн пек, Петр Ильич. — Ҫакӑн валли чул ӑшне шӑтӑк анчах тумалла. Ҫӳлте эпӗ хатӗр сӑпкасем куратӑп, вӗсенче лайӑх кровать ҫинчи пекех ҫывӑрма пулать. Ӳкесрен туратсем ҫине ҫыхӑнса выртмалла. Вӑл унта пулсан, колхоз тӳрех ҫӳлелле ҫӗкленмелле… Шыв унчченхи пекех алхасмасть пулин те, ҫапах та вӑйлӑ юхать. Кун пек ыйту хыҫҫӑн Фоман пӗр япала ҫеҫ пулма пултарнӑ: ҫӳллӗ ҫӗртен ӳпне-питне чикеленсе анса, ҫынсен ури айне, арман чулӗ хушшине кӗрсе каясси. Эпӗ вулакана хамӑн ку ҫӳрев ҫинчен тӗплӗ каласа йӑлӑхтармӑп; ҫӳренӗ чипер пулчӗ. Воропаев ӑна «Микоян» колхоза телефонпа чӗнсе илнӗ. Ун пӗр пайӑрки, пӳлӗмӗн ытти пайне ҫурма тӗттӗмех хӑварса, кровать ҫине кӑвак ҫитти пек пырса ӳкнӗ. Кӗтесре, сӗтел ҫинчи лампа абажурӗ айӗнче, — ҫутӑ ҫаврашка. Рита хулӑм тетрадь — хӑйӗн дневникӗ умӗнче пӗкӗрӗлсе ларать. Маншӑн пулсан унта хӑрамалли нумаях мар. Эп хам та ҫавӑн майлах шутлатӑп-ха — яма тивӗҫ пек туйӑнать. — Ҫапла… ҫапла… — тавӑрчӗ Уэлдон миссис, куҫҫульне пытарас тесе, пуҫне усрӗ. — Вӑрҫӑра ҫапӑҫакансем паттӑр ӗҫсем тума вӗсем чаплӑ ҫынсем пулса ҫурални кирлӗ, — терӗ Ла-Вьевиль. — Пӳртри шӑна эпӗ, — мӑкӑртатрӗ Наталья. Халӗ ӗнтӗ вӗсене пӗр-пӗринчен ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек туйӑнчӗ. Пӗлсемӗрччӗ эсир эпӗ мӗнпе тертленнине! Ерошка мучипе кордонри виҫӗ казак, буркӑсем тӑхӑнса тата хулпуҫҫисем хыҫне пӑшалсем ҫакса, секрет валли уйӑрнӑ вырӑна Терек хӗррипе иртсе пынӑ чухне йӑлтах тӗттӗмленсе ҫитрӗ. Ах, Ромочка, ырӑскерӗм манӑн. Иртнӗ каҫпа, тӗтре пулнипе нимӗн те курмасӑр, пӗчӗк отряд туземецсен чи пысӑк лагерӗн варринех кӗрсе кайнӑ. — Халь акӑ — вӑл тӗрмере ларать! — терӗ амӑшӗ малалла, шухӑша кайса. Ҫак мӗнпур киревсӗрлӗхсен варринче паҫӑрхи пекех пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм лампа тӗтӗм кӑларса ларать. Орган ҫеҫ кансӗрлет, ӗҫлемелле мар пулсан, ӑҫта та пулин курӑк ҫинче, сулхӑнра, хырӑма каҫӑртса ҫеҫ выртмалла. Мӗн тумалла халь? Кӑна илтсен, эпӗ хам та тӗлӗнсех кайрӑм. Лашасем вырӑнтан тапранчӗҫ, шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарса илчӗ те, кибитка вӗҫтерчӗ… Вӑхӑчӗ пӗртте курӑксем чечекленмелли вӑхӑт мар ӗнтӗ, анчах чечексен шӑрши пурах. Яков: сана Митя килӗшет-и, тесе ыйтнине хирӗҫ дворник лӑпкӑн кӑна ответ пачӗ: — Тӗрӗс ҫын мар. Сехет хушши лартӑм эпӗ княгиня патӗнче. Анчах вӑхӑт иртсех пынӑ, хӗрарӑм ҫинчи ҫутӑ сӑрсене вӑхӑт тӗксӗмлетнӗ, вара, хӑй сисмен ҫӗртенех, унӑн шухӑшӗсенче пӗчӗккӗн, пирӗшти сӑнарлӑ Медынская вырӑн йышӑна пуҫланӑ. Назарка кулкаларӗ. — Николай Антоныч, эсир ӑна лактометр илме янӑччӗ-и? — ман ҫинелле кӑтартса ыйтрӗ Катька. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйӗнне вӗҫертсе илнӗ. Ҫапла вара, ростовщиксем хушшинче пӗр ҫын пулнӑ, вӑл ыттисенчен пур енӗпе те уйрӑлса тӑнӑ. Ку ростовщик хулан ҫав пайне тахҫанах куҫнӑ пулнӑ. Ним калама аптӑраса, икӗ мӑшӑр та, пӗр-пӗрне ҫывлӑх сунса, пуҫ тайса илчӗҫ. — Эсир ҫиленместӗр мана, чипертен те чипер Зоя Никитишпа: ӗмӗте татса, ман ӑшчике ҫунтарма сирӗн кӑмӑлӑр хаяр мар. Ҫук, сударыня, пит йӑнӑшатӑн! Анчах та тепӗр антрактра вӑл каллех Николай Антоныч ҫинчен пуҫласа ячӗ. «Пилигрим» арканнӑ карапран виҫӗ кабельтовра ҫеҫ. Тинех нимле иккӗленӳ те ҫук: карапа команди пӑрахса кайнӑ. Исидора харсӑрла хӑтланнисене, час-часах темле чарусӑр ӑссӑрла хӑтланасси патнех ҫитнисене те вӑл хирӗҫ пулманнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫӗр ҫинче пулсан, кун пек сунчӑкпа ниҫта тухса ҫӳреймӗн: пӗр-пӗр вӑйлӑрах ҫил килсенех вӑл алӑран вӗҫерӗнсе кайма пултарать. — Бетси (ку негр хӗрарӑмӗ), — терӗ вара карчӑк, — ҫак ача валли мӗн те пулин ҫимелли илсе кил… Эсир, хӗрачасем, Бака кайса вӑратӑр та… Хама ответ парассине кӗтмесӗрех, эпӗ малалла калама пуҫларӑм: — Мана, мистер Сильвер, кунта эсир чи лайӑх ҫын пулнӑ пек туйӑнать. Асӑра илӗр-ха халӑхӑн сӑвви-юррине, унта халӑх чунӗ, ҫыннӑн пурнӑҫӗпе шухӑшӗ хывӑннӑ. Ҫак шахмат хӑми ҫинчи питлӗхсем Паганеле пӗрмаях куҫҫуль юхтариччен култараҫҫӗ. Ҫак уҫӑ вырӑнта, тискер те хаяр ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, ҫав илемлӗ хурӑн, юрӑсенчи ытарайми хурӑн ҫаплипех пӗр аманмасӑр упранса юлнӑ! Ҫакӑн пӗлтерӗшӗ Андрее ҫав тери пысӑк пек туйӑнса кайрӗ. Вӑрманти йывӑҫ тӗмисем хушшинче Степан Бояркин Андрее ҫаннинчен тытрӗ те, хӑйӗн типшӗм питне ун патнерех ҫывхартса, йӑлкӑшакан куҫӗсемпе пӑхрӗ. Ну вот ҫавӑ, унтан икӗ гимназист — пӗри Новосельский, тепри Тужиц. — Тупӑсем патне эпӗ халех хам каятӑп. — Ну, Лизавета Григорьвна, — тенӗ вӑл пӳлӗме кӗрсенех, — ҫамрӑк Берестова куртӑм; тӑраничченех куртӑм, унпа кунӗпех пӗрле пултӑмӑр, — тенӗ. Анчах эс хуть маншӑн та пулин килӗш, Олеся. (Романта кам та пулин кама та пулсан тупни пирки пачах асӑнманччӗ пулмалла.) Игнат ывӑлӗ, шӑлӗсене кашкӑр пек йӗрсе пӑрахса, куҫӗсене чалтӑртаттарса, ахӑрса янӑ: — Кул кӑна! — Апла-а эппин, — тетчӗ вӑл чеереххӗн кулса, — турра вырӑнтан кӑларатпӑр? Старик — хӗрес хурас шутпа пулас — йӗп тытнӑ аллине ҫӗклерӗ, анчах аллипе сулса кӑна илчӗ те, ҫиппине темскертен ҫаклатса, хуллен кӑна намӑс сӑмахпа ятлаҫса хучӗ. Часрах килтӗрччӗ анчах…» Акӑ ӗнтӗ, юлашкинчен, савӑнӑҫлӑ ҫинҫе сасӑпа:— Ывӑл, Игнат Матвеич, ывӑл! — тесе, ҫӳлтен эпи карчӑк ҫухӑрашса аннӑ. Эпӗ король майрине ҫӗре ҫитех пуҫ тайрӑм, йӑваш кӑмӑлпа каларӑм: эпӗ хам хуҫан чури, анчах хам мӗнле тӑвас тенӗ пек тума ман ирӗк пулсан, пӗтӗм пурнӑҫӑма сирӗншӗн ӗҫлесе тӑма панӑ пулӑттӑм, терӗм. Чӑмӑрпа хыттӑн ҫапни сӗтеле чӗтретсе ячӗ. Чернил сирпӗнсе кайрӗ, ман алӑран перо тухса ӳкрӗ. Сӳннӗ кӑвайт патӗнче шарламасӑр тепӗр хут туртрӗҫ те ҫывӑрма кайрӗҫ. Эпир алӑсене пӗрре усмасӑр ӗҫлерӗмӗр. Ҫынсем вӑл уй-хирте кашни кун хырӑнать, теҫҫӗ, киле таврӑнать, — кӗпесем тӑхӑна-тӑхӑна пӑхать… Хӑйне яланах чиккине ҫитерекен чӗрӗлӗхпе ҫуралнӑ, пӗр шанӑҫсӑр тӑрса юлнӑ Паганель ҫак самантра тыткӑнран ҫӑлӑнасси ҫинчен ӗненме пуҫларӗ. Капитан ятне эпӗ ӗлӗкрех палӑртнӑ тӑрӑхах илме тивӗҫ-ха. Ҫапӑҫусем виҫҫӗмӗш кун пыраҫҫӗ, Горева пынӑ хӗвелтухӑҫ секторӗнче, Пратер тата Дунай каналӗн районӗнче, уйрӑмӑнах хаяр ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех — манӑнне те сыхлани ҫук… Вара нумайччен куҫне хупса, сӑмсипе мӗшлетсе выртатчӗ; унӑн мӑн хырӑмӗ чӳхенетчӗ, вилнӗ ҫынӑн пек кӑкӑр ҫине хунӑ аллисен пӗҫертсе пӗтернӗ ҫӑмӑл пӳрнисем вылятчӗҫ, куҫа курӑнман йӗпсемпе куҫа курӑнман чӑлха ҫыхнӑ пек туйӑнатчӗ. Вӑл вара пӑшӑрханнине, хӑранине чӗринчен сирсе ячӗ те майӗпен Рыбина ҫав тери хӗрхенсе пӑрахрӗ. — Кайрӑмӑр! Ӑҫта шуйттанра ҫӳренӗ эсӗ… Эпир хире-хирӗҫ тӑнӑ вӑхӑтра «Испаньола» сасартӑк хӑйӑр ҫине касса кӗчӗ. Пырса ҫапӑннипе вӑл айккинелле хытӑ чалӑшрӗ. Палуба хӗрӗх пилӗк градус таранччен чалӑшрӗ, валаксем тӑрӑх шыв шавласа кӗрсе, палуба ҫинче бульварк патӗнче сарлака кӳленке туса хучӗ. — Документсем ҫумрах ман. — Аван ислентернӗ-ҫке сана пирӗн пульӑсем, мӗскӗн! — терӗ Радуб. Ҫӗрле, пушар ялтӑравӗ, ӳлекен нумай йышлӑ халӑх, чул муклашкисем вӑркӑнаҫҫӗ… Лешӗ ҫак хушӑра мана лартса хӑварнӑ вырӑна таврӑннӑ та эпӗ ҫуккине курсан, сехри хӑпнипе мана чӗне-чӗне шырама тытӑннӑ. Пит аван ҫисе тӑранчӗҫ вӑкӑрсем. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех шухӑшӑмсем тӑрӑлса ҫитме пуҫларӗҫ. Эпӗ аллӑ пус та илмен пулӑттӑм. Вӑл мана хӑй ополченине ҫырӑнни ҫинчен каларӗ те ӗҫӗсене кама парса хӑварасси ҫинчен ыйтрӗ. Сакӑрвунӑ процент ҫитет мана. Хамӑр патӑрта балра чухне эпӗ ӑна Катя ҫинче курнӑччӗ. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл карап ҫинчен хӑйпе пӗрле илсе килнӗ почта пулнӑ. Тен, вӑл хӑш-пӗрисене ҫул ҫинче ҫырнӑ-тӑр. Ӑна таҫта Седов лейтенантӑн экспедицийӗ тупнӑ. Анне кулса кӑна «ҫук» тесе хуравларӗ. Ҫук, тӗнчере ӗҫлемешкӗн унтан та аслӑрах вырӑн пур! Ҫӗрпӳрт ӑшчиккине ҫапнӑ хӑмасем хыҫӗнче, хӑйӑр тӑкса шӑшисем чиклеткелесе чупрӗҫ. Ун вырӑнне вара пӗтӗм Чечня манӑн тусчӗ. Учитель чӗнмерӗ, манран туртса илнӗ хур шӑммипе сӗтел ҫинчи тусана шӑлса, ман хӑлха тӗлӗнчен таҫталла тинкерӳллӗн пӑхрӗ, «лайӑх, питӗ лайӑх», — текелерӗ вӑл. — Жуликсем хуҫа пулса тӑраҫҫӗ. Анчах эпир каллех хамӑр цифрсене асӑрхаса пӑхар-ха. Ҫак тинӗс шывне пула ҫийӗнсе пӗтнӗ ҫыран хӗрринчи темӗн чухлӗ фиордсем тӑрӑх хӑпар та широтан 65°-чен кӑшт аяларах чарӑнса тӑр. Эх, турӑ ҫеҫ мана ҫав карма ҫӑварсемпе пӗрле ҫыран хӗррине илсе ҫитертӗрччӗ! Анчах эпӗ хамӑн тивӗҫлӗхпе сире вӑйпа хӗсӗрлесрен ҫеҫ хӳтӗлес тӗлӗшпе усӑ курӑп, паллах ӗнтӗ, сирӗн енчен вӑйпа тапӑнасси пулмасан. — Ҫирӗп йӗркесем сирӗн! Морис Джеральд хӑйне хӑй мӗнле тыткаланинче вӑл ҫилленни уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ. Юлашкинчен пӗр шӑрпӑкӗ тивсе кайнӑ та, Ваҫили Андрейч тӑлӑпӗн тирне, хӑйӗн хуҫлатса лартнӑ шӗвӗр пӳрнине, ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтарнӑ аллине тата ҫуна ҫитти айӗнчен курӑнса выртакан, юрланса ларнӑ сӗлӗ улӑмне сасартӑк ҫутатса янӑ, пируска тивнӗ. Хӑрах хӑлха ҫук-и е пур-и — вӑл ним те мар! — Мӗншӗн тесен, вӗсем эпӗ пӗлмен чӗлхепе калаҫрӗҫ, анчах славянла калаҫнине эпӗ илтрӗм… Унӑн сӑнӗнче хӑрани, мана тӑшманла курайманни курӑнчӗ, капкӑна лекнӗ йӗкехӳре ҫавӑн пек пулать. Мӗнле ӗҫлетӗр вӑл кунта, мӗнпе усӑ кӳме пултарӗ-ши? Вӑл мӗншӗн каясшӑн пулманнине Бекки ӑнланса илме те пултарайман. Шыв ман янах таранахчӗ. Акӑ йӑлт ҫунса хӗремесленнӗ, ҫиҫсе ялтӑракан куҫлӑ пӗчӗк Лыкачева, нимӗнле кӑлтӑк-сиенсӗр, ҫара та шап-шурӑ мӑйлӑскер… Мишель тӳрем сӑртлӑхӑн тӑррине хӑпарса ҫитрӗ: унӑн умӗнче яп-яка тӳрем хир сарӑлса выртать. — Иккӗн тан пӑшӑлтатрӗҫ ҫумрах. — Тӑр, каймалла! Симурден ҫав ачан ашшӗ пулман, анчах у вырӑнне вӑл унӑн вӗрентекенӗ, мастерӗ, художникӗ пулнӑ, ача вара унӑн чи лайӑх произведенийӗ пек шутланнӑ. Карап кӑштах ҫӗкленчӗ. Эпӗ нимрен ытла хам юратакан хӗрарӑм ман юрату ҫинчен тата эпӗ ҫут тӗнчере пурри ҫинчен пӗлесрен шиклентӗм. Эпӗ хытӑ кӑшкӑрса калаҫасшӑн, анчах манӑн типсе кайнӑ пыр тӗпӗнчен сасӑ хӑрӑлтатса ҫеҫ тухать. Пӗррехинче ҫак кӑмӑла пӑтратакан вилӗм манӑн тӗлӗке те кӗчӗ… Ватӑлма пуҫланӑ тем пысӑкӑш пичӗ, пуҫӗнчи шӑртланса тӑракан кӑвак кӗске ҫӳҫӗпе те савӑл пек кастарнӑ кӑвак сухалӗпе пӗрле, сивлек те хаяр. — Ӑҫта выртаҫҫӗ вара ҫав сакӑр пин том кӗнекесем? — Мӗн хушатӑр? Халӗ эпӗ санран ыйтам: малашне кун пек пурӑнма май пур-и? — Тата тепӗр сӑмах, — тесе пӳлчӗ хӑйӗн тусне майор. Пӗлетӗн-и эс — темӗскер туятӑп эпӗ, манпа ҫынсем хушшинче темӗнле тӗтре тӑнӑ пек туйӑнать… Ҫӑ-ӑра тӗтре! Ҫак хӑйне майлӑ Ерофей Кузьмич килне те, ҫӗрне те пӑрахрӗ пулӗ ӗнтӗ тесе шухӑшланӑ Ольховка ҫыннисем. Ҫапла пӗррехинче, ирхине ирех, ман юлташ ӑна урамра тӗл пулать (вӗсем ӗнтӗ, астӑвӑр, пӗр-пӗринчен ютшӑнма та ӗлкӗрнӗ), тӗл пулать те вӑл ӳсӗррине курать. Темшӗн ӗненес килмест манӑн! Ҫавӑнтах вӑл, урипе тимӗре асӑрхануллӑн хыпашласа, никам ҫине пӑхмасӑрах аялалла анма тытӑнчӗ. Эпӗ ӑна гранатовӑй портвейн тесе ят панӑ пулӑттӑм. — Ӑсран кайрӑн-им, тухтӑр! — тенӗ вӑл. Чее сунарҫӑ нихӑҫанхинчен те ытларах сыхӑ пырать. Шурлӑхра пуринчен те ҫӗрӗк шӑрши кӗрет! — терӗ хохол, ассӑн сырласа илсе. Эпӗ хамӑн беседкӑна аса илтӗм те:— Паллах, лайӑхрахчӗ ӗнтӗ! — терӗм ӑна хирӗҫ хыттӑн. Хӗрсем ун аллинчен премӗксене яра-яра тытрӗҫ, кулкаласа, пӗр-пӗринчен турткаласа илчӗҫ. Куҫҫульне тытса чарнӑ пирки унӑн пичӗ хӗрелсе кайнӑ. Костя хӑйӗн шыҫӑнса кайнӑ йӗпе питне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ. Эсӗ — унӑн юлашки картти, Джон, вӑл санӑн юлашки картту пулать! Ӑҫта? — Эпӗ ӑна, ама йытӑ ҫуратса янӑскерне, сахалтарах туянтарнӑ. Турӑ патӑр сана… Ученӑйшӑн ку питех те асаплантаракан япала пулса тӑрать. Эс пӗлетӗн ӗнтӗ эпӗ кам ҫинчен каланине. Дик тӗрӗс астӑвать пулсан, ку тӳремлӗхӗн тӗп паллисем ҫакӑн пек: шыв ҫителӗксӗр, йывӑҫ тавраш ҫитӗнмест, чулсем ҫук, ҫанталӑк ҫумӑра кайнӑ вӑхӑтра тал-пиҫен тапса тухать те, пӗчӗк йывӑҫ ҫӳллӗшне ҫитсе, шӑрӑх вӑхӑтра иртме май ҫук чӑтлӑх туса хурать. Унсӑр пуҫне, лутра йывӑҫсемпе йӗплӗ тӗмсем ҫак вырӑна кичем те типӗ ҫӗр пек кӑтартаҫҫӗ. Малтан вӑл ӑна ҫӑкӑр тата сырӑн ҫиелти кӑвакарса кайнӑ хуппине, унтан аш татӑкӗ, пӗчӗк кукӑлӗн ҫуррине, чӑх шӑммисене панӑ, анчах Каштанка, выҫса кайнипе, вӗсене пурне те ҫав тери хӑвӑрт ҫисе янӑ, тутине те пӗлсе юлайман. Мӗн чухлӗ нумайрах ҫинӗ, хырӑмӗ выҫни те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах сисӗннӗ. Тепӗр чухне пӗр патша хӑй ҫине иккӗмӗш патша килсе тапӑнасран хӑраса, хӑй ҫав патша ҫине кайса тапӑнать. — Паллах, манӑн эсӗ хушнине пӑхӑнас пулать ҫав. Хӑйӗн шухӑшӗсене каласа кӑтартнӑран тата ӑна вӑхӑтра пулӑшнӑран Воропаев ҫавӑн пек лайӑх калаҫать пулӗ, тесе шухӑшларӗ малтан Лена. «Тупӑшатӑр-и акӑ? Аллисене хӗреслесе, пӳрнисемпе хӑйӗн хулпуҫҫийӗсенчен тытса лартса вӑл лӑпкӑн кӑна, урипе темле ҫыхха палуба ҫумне лӑпчӑтса тӑчӗ, пурин ҫине те черетлӗн пӑха-пӑха, хӑрлатакан сасӑпа ӳкӗтлерӗ: — Ҫылӑхран пӑрӑнма парӑр! Дегтяренкӑпа мучи, урисене пӗр харӑс иле-иле пусса, носилкӑна ҫӗклесе пыраҫҫӗ; носилка ҫумӗпе юр ҫийӗн ашса Леночка утать, вӑл е одеял хӗррисене тирпейлесе носилка ҫине хурать е Алексей питне хӑйӗн шарфӗпе витсе ярать. — Ҫапӑҫусенче эпир ҫиеле тухайманни тӗрӗс ӗнтӗ, ун вырӑнне эпир, мадам Александрин, хамӑр вӑрҫса курман вӑрҫӑсенче ҫӗнтернӗ, — мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ вӑл, чӗлхине чаклаттарса. Пӗтӗм шӑмма-шакка ватиччен ислетнӗ пек… Ирхипе каҫхи ҫӑлтӑрсем-и? Апла мар, вӑл пӗр ҫӑлтӑрах. Анчах ӑна хӑш чухне Хӗвел ансан курма пулать, тепӗр чух — Хӗвел тухас умӗн. Эппин, «Пилигрим» Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ хӗрринче ҫӗмӗрӗлмен. Манӑн йывӑр саманара патшалӑха кирлӗ ҫӗрте пулӑшса усӑ тумалла. Хӑна килне ҫитиччен иккӗшӗ те чӗнмесӗр пынӑ, хреснашшӗ хӑйӗнпе тан утасшӑн пулнипе, пырсан-пырсан пӗр сиксе илнине кура, Фома юри ярарах пусса утнӑ, старик унпа тан ӗлкӗрейменни ӑшра тӑвӑлса тӑракан хирӗҫӳ туйӑмне тата та вӑйлӑлатнӑ, тата та ҫирӗплетнӗ, ку туйӑма вӑл аран тыткаласа пынӑ. Малалла ӗҫ хӑвӑрт кайрӗ. Пӑван хӑйне кӑтартнӑ вырӑна тӑчӗ, вӑл тухакан хӗвелӗн хӗрлӗрех пайӑркисем ҫине ҫеҫ пӗр самантлӑха ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Эс, шуйттан, хыпаланнӑ хушӑра ҫӗрулмипе пӗрле пӗр-пӗр ҫурӑлман минине ҫаклатса килсе пӗҫерсе памарӑн-и? Эсир кунта пурӑнатӑр та — унти пек кӳрентернине курмастӑр. Акӑ, куратӑп эп, хреснатте лайӑх калаҫать… яланах ӗҫ ҫинчен… яланах ӑспа… — Пешков, тутлӑ булкӑсене кӑлар, вӑхӑт ӗнтӗ! — тет мана пекарь. Хӑйӗн обхочӗсене вӑл тӗлӗнмелле тӗрӗс, кашни кун пӗр вӑхӑтра туса пынӑ, — сиделкӑсем палатӑсенчи сехетсене те вӑл пырса кӗнӗ тӑрӑх тӗрӗсленӗ. Оленин у апат ҫирӗ те ҫывӑрса кайрӗ. Пӑхмалли труба витӗр астронома Юпитер ҫап-ҫутӑ пӑнчӑ пек мар, пысӑк ҫаврашка пек курӑннӑ. — Пӗтӗм халӑх пӗр кун хускалать те — Турцийӗн шалчи те тулать! Пӗр спекулянт, пӑхма лайӑх ҫынах, бакенбардсемпе, театр патӗнче типӗ кондитерски кукӑльсемпе сутӑ тӑваканскер, юриех йывӑҫран ҫирӗп тенкелсем туса хатӗрленӗ те, курас текенсене ун ҫине тарса пӑхма сӗннӗ, уншӑн вара кашнинченех 80 пус укҫа ыйтнӑ. Оленин хӑйӗн темле кайӑк хыҫӗнчен хуса таҫта аяккалла кайнӑ йыттине йыхӑрма пикенчӗ, ӑна пӗр хӑйӗн сассисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмерӗ. — Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ; манӑн арӑмӑн сывлӑхӗ, батенька, начарлансах пырать, да-с! Казакне курман, тесе ӑнлантарса патӑм та эпӗ ӑна, лешин чӑрсӑр паттӑрлӑхӗ мӗн туса хунине кӑтартрӑм. Вӑл картта ҫинче Мельбурна ҫитиччен маршрут ӳкерчӗ, вара матроса маршрут мӗнле пулассине лайӑх ӑнланса илнипе илменнине лайӑх пӗлсе ҫитмесӗр карта патӗнчен ямарӗ. Лида, алӑка питӗрсе, кровать ҫине хутланса выртать. Африкӑн тӗттӗм ҫыннисем хӑйсен мганнгӗсем тухатнин хӑватлӑ вӑйне, юмӑҫ пӑхнине, тӗрлӗрен йӗрӗхсене — тӑмран тунӑ, шурӑ, хӗрлӗ пӑнчӑсем лартса тултарнӑ юмахри пек чӗрчунсен кӗлеткисене е йывӑҫран касса кӑларнӑ ҫын кӗлеткисене — хытӑ ӗненеҫҫӗ. Мӗн эсӗ? Факта хирӗҫ кайма ҫук тата хӑшпӗр япаларан ҫӳлерех те сикме ҫук. Анчах истори питӗ тӗрӗс тунӑ, Батавине хуратнӑ та Тасмани тесе каланӑ. Ун чух вара, ҫара алӑри вӑя курсан та, нимӗҫсен сехри хӑпӗ. Ӑна ӗнтӗ утарти пек темелле… Упа хӑй урине вӗлле ӑшне пырса чикет те — хускалса каяҫҫӗ вара пыл хурчӗсем! Капитана Педро де Мендес тесе чӗнеҫҫӗ. Килти ҫӑмӑл пушмак тӑхӑннӑ хурӑрах ӳтлӗ вӑрӑм урисен мускулӗсене ерипен пружинӑлатса, Марийка каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хуллен ҫеҫ крыльца ҫине хӑпарчӗ те ҫенӗк алӑкӗ умӗнче, сирсе те сирӗлми шухӑшне сирсе ярас тенӗ пек, сылтӑм хулпуҫҫийӗпе мӑнкӑмӑллӑ пуҫне силлентерсе илчӗ. Ку пӳлӗмӗн стенисене те кӗнеке шкапӗсемпе ҫӳлӗкӗсем йышӑнаҫҫӗ. Эпир хамӑрӑн вӑхӑта вӗҫертнӗ. Ҫавӑн пек пуҫланса ӳснӗ те Кишӑн юмахла пултарулӑхӗ. Нюточка мӑртӑхрӗ. Тутисем те чӗтренчӗҫ унӑн, сӑнарӗнче ҫавӑнтах темиҫе тӗрлӗ сисӗм-туйӑм палӑрчӗ. Хӗрарӑмсемпе ҫыхӑнас тӗлӗшпе хальхи вӑхӑтра вӑл епле пурӑннине пӗлместӗп эпӗ, анчах та мӗн пуррине пӗтӗмпе илсе каласан, ҫапла шутламалла, юлташсем: вӑл, паллах, аскӑн пурнӑҫпа пурӑнать. Андрей вара, кӑшкӑрас темен ҫӗртенех, сасартӑк кӑшкӑрса илчӗ: — Стой! — Ҫук пулӗ! Сасси вара унӑн ӗлӗкхи пекех, ӑна саrinо тесе чӗнме юратнӑ чухнехи пекех таса… — Епле курмарӑм пулать? Куртӑм, пӗр адъютант пурччӗ унта, пӗр хӑюсӑртарах гвардеец та тата пӗр ҫак кунсенче ҫеҫ килнӗ темӗнле хӗрарӑм, княҫӗ енчен килекен тӑванӗ пулас, питӗ чиперскер хӑй, анчах ытла хӗне кайнӑ пулмалла… Лосьпа Гусев ҫӑм атӑпа, така тирӗнчен тунӑ кӗске кӗрӗкпе, пилот шлемӗсем сӑранран. Тӗне кӗнӗ халӑх пирки вара мӗн каласси пур! Вӗсен урисене мӗн авалтанах ҫапла туса янӑ: хаваслӑ ташӑ кӗввин пуҫламӑш сассине илтеҫҫӗ кӑна, хӑйсем тӗллӗнех хуҫкаланма, тӑпӑртатма тытӑнаҫҫӗ. — Кимӗ татӑкӗ. Ҫывӑр лӑпкӑн. Джим пӳскине кӑларчӗ те, ун ҫине пӑхса, темӗн пӑшӑлтатрӗ, кайран ӑна ҫӳлелле ывӑтрӗ. Павел шухӑша кайрӗ. — Юрӗ. Фома темӗншӗн ҫӳҫенсе илнӗ, вара, хреснашшӗн сӑмахне хирӗҫ чӗнмесӗр хӑварса, хӑй ҫӳресе килни ҫинчен ашшӗне ӗҫлӗ тонпа каласа пама пуҫланӑ. Ку истори те малтанхи пекех пуҫланса ҫавӑн пекех пӗтнӗ: утравӗ ҫинче хӑй ирӗккӗн чарӑнса юлнӑ, хӑйӗн карапӗ каялла ҫавӑрӑнса килмен, ют карап килсе хӗрӗх уйӑх асапланса ирттернӗ хыҫҫӑн робинзона хӑй ҫине илнӗ. — Н-ну! Эпӗ чупатӑп, господин Аксель, эсир ӑна лӑплантарӑр, ӗҫ мӗнле пулнине ӑнлантарса парӑр, — терӗ те ырӑ кӑмӑллӑ Марта каллех кухняна васкарӗ. — Гидрографи управленине янӑ ҫыру пирки тата. Чаплӑ уйӑпсем айвантарах; вӗсем тутӑ мещенсем чиркӗве кӗнӗ пек, кӗтӳпех таната ҫине пырса кӗреҫҫӗ; хӑйсене хупласа лартсассӑн, вӗсем пит тӗлӗнсе каяҫҫӗ, куҫӗсене чарса пӑрахаҫҫӗ те хулӑм сӑмсисемпе пӳрнесене сӑхаҫҫӗ. — Эпӗ тӗлӗнмеллескер мар, — тавӑрчӗ ача, питне хурлӑхлӑн турткалантарса. Ыттисем вара пурте кунтах, вӗсем пурте черетпе король умне пырса алӑ тытрӗҫ, ӑна тав турӗҫ, сӑмахларӗҫ; унтан герцог аллине тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ: ну, унпа вӗсем калаҫмарӗҫ, йӑл-йӑл кулкаласа пуҫӗсене тӑмсайла сулларӗҫ кӑна, хӑй вӑл, аллисене тӗрлӗ май вылятса, темскерсем туса кӑтартать, калаҫма вӗренеймен пӗчӗк ача евӗр пӗрмай гӑ-гӑ-гӑ тет. Елихоферпа Ахияна каласа тӑрса пӗрремӗш хут ҫыртарнӑ вара вӑл пӗр ирхине:— Пӗтӗмпех тӗркешӳрен тӗркешӳ те чун хавшанкӑҫӗ, — ҫапла калать Екклезиаст. — Талант! «Е эсӗ мана пачах кураймастӑн-и?» — терӗ Печорин малалла. — Манӑн сирӗнпе калаҫма нимӗнле кӑмӑлӑм та ҫук, — терӗ капитан Смоллетт. Истори опычӗ — аслӑ органсене ҫавӑн пек йӗркелени демократиллӗрех пулнине, ҫӗршыва кирлӗ мар ӑнсӑртлӑхсем пуласран сыхланине кӑтартса парать. Сигарисем пӗрремӗш сортлисем. Эпӗ мӗнле кӗнекесем вулани ҫинчен ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑй мана организациленӗ кружокра вӗренме сӗнчӗ, эпӗ килӗшрӗм, вара эпир уйӑрӑлтӑмӑр, — вӑл пушӑ уй еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса малтан утса кайрӗ. Аялта ҫӗр ҫинче мӗнле те пулин хула пӑлхав пуҫарса ярсан, хула ҫыннисем хӑйсем ҫине хунӑ тивӗҫлӗ налога тӳлемеҫҫӗ пулсан, король ҫав хулана хӑйне икӗ майпа пӑхӑнтарать. Тӗнче мӗнле иккенни ҫинчен Аристотель мӗн каланине пӗлтертӗм-ха эпӗ. — Эпир эсӗ мӗн каласса кӗтетпӗр, Зеб Стумп. — Сывлӑхӗ питӗ начар. Эпӗ суйрӑм, анчах манӑн ӑна уртарас килетчӗ. Эсӗ вӑл мӗне пӗлтернине ӑнланатӑн-и? Тӗтреллӗ вӑхӑтра сасса уйӑраймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен тӗтре витӗр нимӗн те путлӗ курӑнмасть, нимӗн те илтӗнмест, кирек мӗн те урӑхла туйӑнать, урӑхла янӑрать. — Эсир кунта пӗччен мар! Нимӗн тавҫӑрса илейми пулнӑскер, вӑл куҫкӗски ҫинелле пӑхать. Пур япала та пӗрле пулмалла, — терӗ мӑн сухал сассине хытарса, вара, хӑйӗн енчӗкӗнчен илнӗ пекех, Банникӗн килте лартса тунӑ табакне пысӑккӑн чӗпӗтсе илчӗ. Анчах ҫапла персе тӑма ӑҫтан пултарччӑр-ха вӗсем? Оклендран тухса кайма пуҫтарӑннӑ чух Халл капитанран карап ҫине темиҫе ҫынна лартса кайма ыйтрӗҫ. Джемма ун ҫине темиҫе минут хушши ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. — Пит кирлехчӗ-им сире ҫавӑнпа ҫыхланмашкӑн? — ҫураҫтаруллӑн калаҫрӗ Веткин, Ромашовпа юнашар утнӑ май. Акӑ эпӗ — княгиня, — хушса хучӗ вӑл, илемсӗр кулса, — анчах мӗн хисепӗ пултӑр ҫара ҫерҫие! Атте ӑна чыслӑн пуҫ тайрӗ те мал пӳлӗм алӑкӗ патне ҫити ӑсатрӗ. Курт Краузе тӗксӗм хупӑллӑ пӗчӗк ҫӑка айӗнче ларать-мӗн. — Мӗнле майпа тарнине каласа пама пултараймастӑп; анчах халь вӑл, хӑйне статски советник вырӑнне хурса, хула тӑрӑх лавпа ҫӳрет. Кимӗ умӗнче, инҫетрен-инҫетрен, тинӗсӗн хура шывӗнчен темӗн пысӑкӑш сенкер вутлӑ хӗҫ хӑпарчӗ те ҫӗрлехи тӗттӗме ҫурмаран касрӗ, ун шӗвӗр вӗҫӗ, тӳпери пӗлӗтсем ҫумӗпе шуса иртсе, анлӑ сенкер ярӑм пек тӑсӑлса, тинӗс кӑкӑрӗ ҫине ӳкрӗ. Вӑл чӑкӑлташ лейтенанта ҫав тери вӑйлӑн аркатса тӑкрӗ те, ҫав майпа яланлӑхах хӑйӗнпе мирлештерчӗ. Ҫавӑн пек-им вара ҫулӑмлӑ, поэтикӑллӑ, асамлӑ, ташламасӑр итленӗ чух та ытарма ҫук кӑмӑллӑ Вена вальсӗсем? Кирек мӗн пулсан та, эпир шарламастпӑр. — Аякран лайӑхрах ҫав. — Васьӑран ыйтрӗ Егорушка. Нумайӑшӗ ҫӗнӗ пӳрт лартнӑ, пурин те килкартишӗсенче выльӑх-чӗрлӗх туллиех… Эпир материальнӑй пайсем ҫинчен авиаци теорине, мотор ҫинчен итлетпӗр. Эпӗ алӑ ҫине таянса лараттӑм, ҫӑвар типнӗччӗ, «Ромашов, ҫаврӑн каялла» тесе каламасӑр чӑтрӑм, мӗншӗн тесен, паллах, апла калама май та ҫукчӗ. Лашасем чарӑнчӗҫ. Блиндажран сиксе тухнӑ Юргин траншейӑра пӗр шурӑ чӑмӑркка чӗтресе выртнине курчӗ. Турӑшӑн та, мӗн тери ырӑ шӑршӑ, мӗн тери уҫӑ сывлӑш кунта! Ганс лӑпкӑн та вӑраххӑн, сыхланкаласа, кашни пӗчӗк татӑка ерипен чӑмлать, малашне мӗн пулас курас тӗлӗшпе нимӗн те шухӑшласа асапланман ҫын пек, апата лӑпкӑн ҫиет. Каллех ӑна тыткӑнти лётчикӑн илемсӗрленнӗ сӑнӗпе чӗтрекен янахӗ курӑнчӗҫ. Качча каяс? Вара Давыдовӑн чӗри тӗл пулура иккӗмӗш хут сиксе илчӗ — халӗ ӗнтӗ шелленипе мар. Районти начальство таврашӗ-и? Акӑ мӗншӗн манра — хавха. Тепӗр чухне тата, чушкӑлла вылянӑ чух йӑлтах намӑс курса чуркӑна выляса ярсан, Кострома бакалей лавки патӗнчи сӗлӗ ларӗ хыҫне пытанчӗ, унта кукленсе ларчӗ те, ним сассӑр макӑрса ячӗ, — ҫавӑнтан хӑрамалла пекех пулчӗ: вӑл шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартнӑччӗ, пит ҫӑмартинчи шӑммисем тухса кайнӑччӗ, шӑмӑллӑ пичӗ чулланса хытса кайнӑ пек туйӑнатчӗ, хура, салху куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анатчӗҫ. Ҫамрӑк тухтӑр ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмест, хӑйӗн ӗҫнех тӑвать — ачана сӑнать. — Чим-ха, эпӗ ӑна, ухмаха, тытса чарам-ха, тетӗп, а вӑл мана пуртӑпа… Фу, халь те ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе тӑрать! Вӑт вӗт мӗнле пулса тухрӗ! Мӗн каларӗ карт сире? Лаҫӑн тӑм мӑрйинчен часах кизяк тӗтӗмӗ ҫӗкленет, сӗтрен каймак тӑваҫҫӗ; хӗр вут чӗртсе ярать, карчӑк вара хапха патне тухать. — Эпӗ хам та пӗлместӗп. Хӑйне ытла телейлӗ туйнӑшӑн вӑтанчӗ те пулас вӑл. Ҫак повеҫе те ун сӑмахӗнченех ҫырнӑ. Акӑ Иван Иванович тутӑрне кӑларчӗ те сӑмсине шӑнкартма тытӑнчӗ. Иван Никифорович йӗри-тавра пӑхкаларӗ те уҫӑ алӑк ҫине куҫне чалӑртрӗ. — Калӑр. Ҫакӑнтан вара темиҫе ҫул иртсен ҫеҫ вӑл Раҫҫейрен ниҫта та нихҫан та тухса ҫӳременнине пӗлтӗмӗр. Норденшельд архипелагӗн карттине шӑпах вӑрҫӑ пуҫланас умӗн «Норд» экспедицийӗ тӳрлетнӗччӗ. Часах сывлӑшра пӗр темӗнле япала шӑхӑрса вӗҫни, хуллентерех ятлаҫса илни тата кантӑк чӑнкӑрр! туса ҫӗмӑрӗлни илтӗнсе кайнӑ, вара пӗр кӑшт анчах палӑракан пӗчек ҫеҫ мӗлке карта урлӑ вӗлт каҫнӑ та тӗттӗмре курӑими пулнӑ. — О, мисс Луиза, пӑхӑр-ха ҫавӑнталла! Ку закон. Радӑна курсан хӗрача хӗпӗртесе кайрӗ, Огнянова лайӑх пӗлекен ҫын кунта пӗртен пӗр Рада ҫеҫ-ха, хӗрача вӑл пулӑшасса та ӗмӗтленме пултаратчӗ. Ҫавӑн пек айван сӑмахпа Кремонини хӑйӗн ятне янӑ. — Нимӗн те кирлӗ мар, полковник юлташ. Тӑшмана хирӗҫ хытӑран та хытӑрах тӑраҫҫӗ вӗсем. Вӗсем пур ҫӗрте те тӑшмана ҫапма, ӑна чарма тытӑнчӗҫ. Элен чӑнласах Шотланди хӗрӗ. Вуласса та эсӗ, паллах, нумай вулама пултарайман… Сире эпӗ иртерех хускатса ятӑм пулас. Пурте шӑп пулнӑ. Марта епле тӗлӗнсе кайнине тата Гретхен мӗнле хӗпӗртенине нимӗнле сӑмахпа та каласа пама ҫук. Инҫетре хура хурчӑка ушкӑнӗ курӑнса кайрӗ. Вӗсенчен кӑшт аяккарахра полицейскипе ҫинҫе ураллӑ, хӗрлӗ питлӗ, ҫивӗч куҫлӑ этем тӑчӗҫ. Курпунланнӑ Фока старик, арӑмӗн мамӑклӑ кофтине тӑхӑннӑскер, ҫурта ҫутса ҫара-уранах тухрӗ те алӑк питӗркӗчне вӗҫертрӗ. — Ман шутпа та ҫапла, — пит лӑпкӑн тавӑрчӗ Паккарчӗ. Шӑлне ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. — Хоуик! — чӗнчӗ капитан боцмана. Вӗсене пӗр сехете яхӑн кӗтме тиврӗ. Ҫакнашкал йӳнӗ эффектсемпе хӑратас теместӗп эпӗ сана. Вӑл пӗр саманта шӑпланчӗ, унтан каллех сӑмахне тӑсрӗ: — Пуянлӑхпа чухӑнлӑх — епле хӑрушӑ вӑл! Ман шутпа, мӗнпур инкек ҫавӑн пирки килсе тухать. — Эсир ҫаплах шӳт тӑватӑр, — терӗ тенкел ҫинчен тӑрса Павел Петрович. Ҫав мӗскӗн те ырхан выльӑхсене Сенкер сӑрчӗсем патӗнче пуҫтарнӑ, халӗ вӗсен Кӑнтӑр Австралинчи сӗткенлӗ ҫаранӗсем ҫинче мӑнтӑрланса, хӑйсен хуҫине пысӑк тупӑш памалла. Иманус Лантенак пекех пултаруллӑ командир пулма тӑрӑшнӑ. Вӗсем пире хӑйсен шухӑшӗсене тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пама ирӗк памарӗҫ, тесе ӳпкелешме пултараймаҫҫӗ. Питне мӗскӗннӗн пӗркелесе, хулӑн тутипе кулӑшлӑн кавлекелесе, вӗрентекен вӗсене пурне те хӑтӑрса илнӗ, анчах та вӑл ятлани Ежова нимӗн чухлӗ те чарайман, вӑл халлех:— Юрӗ, Смолин! Лушка сасартӑк чарӑнчӗ, Давыдов ҫумне тачӑ сӗвенчӗ. Виват, Андрей Петрович (журналист ҫынна ашшӗ ячӗпе чӗнме юратни курӑнсах тӑрать!) Тепӗр енчен, вӑл слесарь тата монтёр — станцине ӗҫе кӗме пултарать. Артур сехет ҫине пӑхрӗ. Вӑхӑт тӑххӑр ҫеҫ пулнӑ-ха. Ку сӑмаха эсӗ ӑнланмастӑн, анчах пурпӗрех: «Никама та хӗрхенмелле мар!» тата «Пур ҫӗрте те засадӑсем!» тени мӗне пӗлтернине пӗлетӗн. Ҫӑкӑрпа вутӑ пӗтӗм ӗҫе татса паракан япаласем пулса тӑраҫҫӗ. — Эсӗ нумай ӗмӗтленнӗ, — терӗ вӑл Корчагина. — Унтан вара? — ыйтрӑм эпӗ. Пӑрахӑр… Казачок тухса кайрӗ. Вӑл тата тепӗр хут ыйтрӗ. — Мӗн вара? Мӗн тӑваҫҫӗ вара вӗсем? Хӗрачасем, уйрӑмах Катя, экипажа ларакан Володьӑн йӑрӑс пӗвӗ ҫине савӑнса пӑхаҫҫӗ, «Турӑ пулӑштӑр, турӑ пулӑштӑр», тет атте; чӳрече умне йӑраланса пынӑ кукамай, куҫҫульне шӑпӑртаттарса, фаэтон тӑкӑрлӑк кӗтессине пӑрӑнса курӑнми пуличченех Володя еннелле хӗрес хыва-хыва тем пӑшӑлтатать. Маркиз пӗтӗм пӳлӗм урлӑ васкамасӑр утса иртрӗ, стенари шӑтӑк витӗр каҫса кайнӑ чухне темиҫе хутчен пуҫне чулсене йӗрӗнтерсе башньӑран тухрӗ. — Сивӗ! — хӑвӑрттӑн, анчах хурлӑхлӑн хирӗҫ каларӗ Инсаров. — Вӑл ҫаплах хӑйне манма ыйтать, э? Икӗ ҫын ӳпне кайса ӳкеҫҫӗ. Амӑшӗ каллех сасартӑк тем аса илчӗ, анчах вӑл уҫӑмлӑн нимӗн те астӑваймарӗ. Кунпа пӗрлех унӑн чӗринче Носков сунарҫӑ хускатса янӑ пӑлхану ӳссе пынӑ. Ивина тӑчӗ те тухса каясшӑнччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра пӳлӗме Ивин хӑй кӗчӗ. Хам виҫсе пӑхрӑм: ҫатанпа тӑпрас хушши шӑпах ҫирӗм сакӑр утӑм. Ыран хӗвел аниччен вӑл кунта пулать. Ун аллинчи хур шӑмми ман ят тӗлӗнче чарӑнчӗ, учитель ман ҫине пӑхса илчӗ, чернилне силлерӗ те шухӑша кайрӗ. Мӗнле пыраҫҫӗ ӗҫсем сирӗ участокра? — тет те комбат, красноармеец ҫӳллӗ пирки ӑна пӗшкӗнмесӗрех алӑ парать. Вӑл вӗсем ҫине пӗтӗм куҫҫулӗпе пӑхать, пӗтӗм туйӑмӗсемпе пӑхать, вӑл хӑйӗн мӗн пур ӳт-пӗвӗпе курать, ҫапах та пӑхса тӑранаймасть. Пӗлетӗн-и, Мими те вӗт. Челкаш, йӑл кулса илсе, Ирӗклӗ флот пакгаузӗ еннелле пӑхрӗ. Приказчик кӗрсе каять: — Пур мужик та ухмах мар-ҫке, купец таврашӗсем мужиксен хушшинчен тухаҫҫӗ вӗт! Марко тутине хӗссе тытрӗ. — Паллах, факт! Билл, пистолетна пӑрах. Марья Николаевна, мӗншӗн кӳренмелле манӑн сире? Ирхи апат иртсен, омбу ҫинче чылаях пурӑнмалла пулӗ тесе, Гленарван пӗр лайӑх пӳлӗм туса хатӗрлеме каларӗ. Вӑл мана чуптурӗ, пуҫран ачашларӗ, унтан кӑшт шухӑша кайса чӗмсӗрленчӗ те сасартӑк хӑраса ӳкнӗ евӗр шарт сиксе:— Тур ҫырлах, ҫӗрле пулчӗ, Сид ҫаплах ҫук! Ҫак ӗҫе Айртон та хутшӑнчӗ, хӑй енчен, нумай курнӑ ҫын пулса тӑрса, сахалах мар кӑтартусем пачӗ. Мана хама та кунта йӑнӑш пур пек туйӑнать. Анчах пире пурне те малта — тӗрме кӗтет. Эсир килетӗрех. Лазутчик васкаса вилӗ питне черкескӑпа витсе хучӗ. Ветчина илсе килеҫҫӗ, пӑхакансем пуҫтарӑнаҫҫӗ, пурте патвар купецсем, йывӑр кӗрӗксемпе чӗркенсе ларнӑскерсем, тем пысӑкӑш кире пуканӗсем евӗрлӗскерсем; мӑн хырӑмлӑ ҫынсем, куҫӗсем вара пурин те пӗчӗккӗ, вӗсене ҫу илсе лартнӑ тата ниепле те хӑтӑлма ҫук кичемлӗхӗн ӑйхӑллӑ тӗтри хупласа илнӗ. Кам йӗрет унта? — хушрӗ вӑл пӑртак тӑрсан. Ӗнер мӗн-мӗн пулса иртнине вӑл йӑлтах, вак-тӗвек таранах аса илчӗ. Хӗрӗн «ҫӗнӗлле» илтӗнекен сассине тепӗр хут илтнӗ пек пулса, чунтанах тӗлӗнчӗ, ҫав сасӑ ӗнерхи кун сӑнарне яр уҫҫӑнах кӑларса тӑратрӗ. — Ан пӑшӑрханӑр-ха, доктор, кӗтӗр кӑштах… Ҫул ҫинче пӗр ҫын та ҫук, ҫил пек вӗҫтеретӗп, ура ҫӗре перӗнмест. Сӗм-тӗттӗм. Час-час ҫиҫӗм ҫиҫет, ҫумӑр чашлаттарать, ҫил кашлать, аслати кӗмсӗртетет; эпӗ ҫаплах чупатӑп. Ӑҫта илсе каймалла, е тинӗсе пӑрахмалла-ши?.. «Кам каҫнӑ?» Уҫӑ сывлӑш? — Вара вӑл ӗлӗкхи тусӗ Цимбал питӗ лайӑх сӗнӳ пани, халӗ вӗсем хӗрӗпе иккӗш унта кайса курма шут тытни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ. Чи малтанах, пӗтӗм вӑя пухса, Джима каллех чуралӑхран хӑтаратӑп; енчен кунран та начартарах ӗҫ тума ӑс тытатӑп пулсан, ӑна та тӑватӑп; манӑн пурпӗрех пӗтмелле пулсан, ахаль пӗтес мар. Экспедицин ӗҫӗ ӑнӑҫманни ҫинчен пӗлсен, Мэри Грантпа Элен Гленарванӑн хуйхи мӗнле пысӑк пулӗ! Чӑн та ӗнтӗ, Рио-Гранде хӗрринчен хӑй тӑванӗн хӗрӗ хӑнана килсен, лӑпкӑ гасиенда чӗрӗлсе кайнӑ. — Виҫӗнессе вуннӑра ҫакӑнта виҫӗнетпӗр, — тенӗ Ривэра. Эсӗ ӑҫта ҫывӑратӑн кӗҫӗрхи каҫ?» — Епле тутлӑ, — тетӗп. Хулара ҫывӑракан ҫынсем ҫак тапхӑрта мӗнле пысӑк пӗлтерӗшлӗ ӗҫ пулса иртни ҫинчен, паллах, шухӑшламаҫҫӗ та. Испани тинесӗ ҫинчи Тискер этем халӗ те сулӑ варринчех тӑрать-ха, вӑл хӑй ӗлӗк ҫав тери савӑнӑҫ курнӑ тата ҫав тери асап тӳснӗ ҫӗрелле «юлашки хут» пӑхса пырать. Ах, хайхи хӗрача ӑна ҫак минутра куртӑрччӗ! Вӑл тӑвӑллӑ тинӗс ҫийӗпе, вилӗме хирӗҫ салхуллӑн кулса, епле нимӗн хӑрамасӑр пӑхса пынине хӗрача куртӑрччӗ. • Никам та, капитан. У-у! Бухарест комитечӗ кӑларнӑ листовкинче пире пӗтӗмпе кӗлпе те тусанпа варса пӗтерме хушать те ҫаплах ирӗклӗхе тухмалла тет. Пулман. Корытов юлташа унта чӗннӗ-и? Калӑр! — Чимӗр-ха, Раul сирӗн умӑрта каҫару ыйтмалла. Калам сана, Славяносербскра пысӑк ӑс паракан заведенисем ҫук унта… Павел Петрович хӑвӑрт ҫавӑрӑнчӗ те, сӳрӗкленсе кайрӗ. Анчах эсир предатӗлле ӗҫ тума шухӑшлатӑр пулсан, хӑвӑра ҫеҫ айӑплӑр, — терӗ вӑл. Вара выльӑхла шиклӗхпе тулнӑ ирсӗр сасӑсен тӑвӑлӗ сасартӑк Фома ҫине ҫитсе ҫапӑннӑ. Апла пулсан, уксуслӑ ҫу пулӑшнӑ ӑна. Ҫапла, аван! Парнеленӗ ҫаплах хӑйӗн варлине патша Ливи тӑвӗсен аркинчи вӑрмансенче чи малтан ҫурӑлакан ҫурӑм ути чечекӗсем евӗр аметистсене, — ҫиле чарса лартакан, ҫилле ҫемҫетекен, ӳсӗрӗлесрен сыхлакан, тискер кайӑксене тытнӑ чух пулӑшакан тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ аметистсене; юратура телей паракан, мӑшӑрсен харкашӑвне пусӑрӑнтаракан, патша тарӑхӑвне сирсе яракан, лашана алла вӗрентнӗ вӑхӑтра тата сутнӑ чух ӑнӑҫу кӳрекен Персеноль бирюзине; кушак куҫне те — хӑй хуҫин пурлӑхне, ӑстӑнӗпе сывлӑхне сыхлаканскере; шупка, ҫыран таврашӗнчи тинӗс шывӗ евӗр кӑвакрах симӗс вериллие те — куҫа шур илесрен тата юхан-суранран хӳтӗлекен хатӗре, ҫулҫӳренсен ырӑ юлташне; нумай сӑрлӑ ахах та — ӑна хӑй ҫумӗнче тытакан тӑшмансен каварӗнчен хӑрамасть тата ҫӗр кисреннӗ чухнехи хӑрушлӑхран сыхлӑхлӑ; нефрита та — аҫа ҫапассине сирекен кӑчкӑ чулне; симӗсрех панулми тӗслӗ, тӗксӗмрех ҫутӑ онихие те — хуҫине вутран тата ухмаха тухасран хураллаканскере; тискер кайӑксене чӗтреве ертекен ясписа та; калаҫу хитрелӗхне ӳстерекен хура чӗкеҫ чулне те; йывӑрлӑ хӗрарӑмсем хисеплекен ӑмӑрткайӑк чулне те, чӗпписем тухас вӑхӑт ҫитсен, хайсен йӑвисене хураҫҫӗ ӑна ӑмӑрткайӑксем; пӗчӗк хӗвелсем евӗр ҫиҫекен, Офиртан илсе килнӗ заберзата та; ылттӑн пек сарӑ хрисолта та — сутуҫӑсемпе вӑрӑсен тусне; патшасемпе вӗсен арӑмӗсем юратакан сардоникса та; хӑмла ҫырли тӗслӗ лигирие те: пуриншӗн те паллӑ, стена витӗрех курма пултаракан ҫивӗч куҫлӑ ҫӳлевӗҫсен хырӑмӗнче тупаҫҫӗ ӑна, — ҫавӑнпа та лигирипе ҫӳрекенсем яланах ҫивӗч куҫлӑ пулаҫҫӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл сӑмсаран юн кайнине чарать тата тӗрлӗ сурансене, вӗсене чулпа та тимӗрпе амантса туман пулсан, тӳрлетет. Ромаҫ — ҫӗлӗксӗр, йӗпе кӗпин ҫанни татӑлса ӳкнӗ, шӑлӗсемпе чӗлӗм ҫыртса лартнӑ, сӑнӗ унӑн сийӗ, салхуллӑ та хӑрушӑ. Эпӗ алла хулӑ илтӗм те вӗсен ҫулне пӳлсе хутӑм. — Ҫур ҫулччен… Паллах ӗнтӗ эпӗ ӑна ответлесе пӗр сӑмах та каламарӑм. — Лаша хӑйех ҫула тупӗ. Манахсем турӑша йӑтса мӗнле тухса кайнине астумастӑп, анчах хуҫасем мана, ҫӗрте лараканскере, хупӑрласа илсе: «Мӗн пулать-ши ӗнтӗ ӑна?» тесе шутсӑр хӑраса та пӑшӑрханса сӳтсе-явнисене аванах астӑватӑп. Чарӑнма пӗлмен лашасем вара суха-кассисем, тӗмескесем, путӑксем тата ҫырма йӳпписем урлӑ ыткӑнаҫҫӗ, ляхсен юнланса пӗтнӗ виллисем ҫӗре ҫапӑнкаласа кӑна пыраҫҫӗ. Тепӗр тесен, ку аван та. Халь ӗнтӗ ӑна милосерди сестри пулӑшни кирлӗ пулман. Ҫурхи хӗвел тухрӗ, ҫанталӑк шӑрӑхлана та пуҫларӗ. Пуху пӗр сасӑпа тата тӑватӑ кулакӑн хуҫалӑхне раскулачить тума ҫирӗплетрӗ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн Уэлдон миссисӑн хӑйӗн Казондери пурнӑҫне чипертерех йӗркелесе ямалли ҫеҫ юлчӗ. — Апла пулсан — ҫул ҫук мана? — сӗлкӗшӗн ыйтнӑ Фома. — Епле-ха ку? — тӗлӗнчӗ Яков. Кальоран тухнӑ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен хӑрушӑ тӑвӑл ашкӑнма пуҫланӑ. Карап сулахай борчӗ ҫине кайса ӳкме тытӑннӑ та, вара ирӗксӗрех мачтӑсене касса ямалла пулнӑ. Трюмра шыв кӗмелӗх шӑтӑк уҫӑлнӑ. Калинккене хупнӑ хушӑра хӗрринчи чӳречере карчӑк пуҫӗ курӑнчӗ. Вӑл Павел тухса кайнине асӑрхать иккен. Вӑл шутлани тӗрӗсех пулчӗ: кӑнтӑрла иртсен ҫил лӑпланчӗ, тинӗс хытӑрах хумханчӗ. Ҫапла пулин те, чӑннипех кӑмӑл тулнӑ, ҫав тери ҫутӑ, савӑнӑҫлӑ самантсем уншӑн та пулкаланӑ, ҫакӑ вӑл, хӑй туйма пултарнӑ тавралӑх пирки асра юлакан ӑс-тӑн йӗрӗ, ҫӗнӗ те вӑйлӑ сисӗм панӑ вӑхӑтсенче, куҫа курӑнман тӗнчен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашнӑ самантсенче пулса иртнӗ. — Эсӗ мӗн тӑватӑн кунта? — ыйтрӗ тепӗр ача сасси. «Гм!» Эпӗ ӑна кун пек пулнине курманччӗ-ха. Ҫак мӗнпур тарӑха мана хама суккӑр тунӑ вӑй эпӗ хам ҫураличченех халаласа панӑ… Аолӑсем канашлаҫҫӗ те хӑйсен хушшинче пӗтӗмлетеҫҫӗ: «Тусем ҫинче выльӑх-чӗрлӗх валли апат ҫитмест, шыв сахал. Вӗсен карапӗ ҫинче текех карапа ертсе пыма капитан та, тытса пыма матроссем те ҫук. Старик пӗшкӗнчӗ те (калама та хӑрушӑ!) ун аллисене вӗҫерте пуҫларӗ. — Ҫапла каларӗ те Павка, хӑй халь ҫеҫ каҫнӑ чул картлашкинчен ярса тытрӗ. Пӗр ӑстрӑмпа тӑхӑр пӗрене тытрӑмӑр та, ҫакӑнпа ҫырлахрӗ вӑл, вӗсене сутма часрах хулана каясшӑн ӑшталанать. Эпӗ хӑрасах ӳкнӗччӗ, анчах пӗр ҫын мана ҫапла каларӗ: — Ахаль хӑтланать вӑл, ӗҫсе ӳсӗрӗлсен, яланах ҫапла. Ӗҫ акӑ мӗнре: Европӑри тата Америкӑри пысӑк радиостанцисем темиҫе ҫул ӗнтӗ ӑнланмалла мар сигналсем илеҫҫӗ. Юлашкинчен каҫ енне кайсан тин ямшӑк хӗрӗнкӗ пуҫпа пӗчченех чӗрене ҫуракан хыпарпа ҫитсе станца пуҫлӑхне: «Дуня ҫывӑхри станцӑран та гусарпа пӗрлех малалла ларса кайрӗ», — тесе пӗлтернӗ. Малашнехине пӑхса илесшӗн тейӗн ҫав ӑна, эпӗ хут илме туртӑннинчен, хут листине хам умма хунинчен унӑн малашнехи кунҫулӗ мӗнле пулассине пӗлесшӗн, тӗшмӗртесшӗн тейӗн. Вӑл пӗрре мана Англи мӗнле законсем тӑрӑх тытӑнса тӑни ҫинчен мӗн май пур таран тӗплӗрех те тӗрӗсрех каласа пама ыйтрӗ. Хура йытӑ шупкаланса кайрӗ: унӑн ҫурӑмне пӗтӗмпех вӑрӑмтунасем сырса илнӗ. Черкеска та (вӑрӑмтунасем ун витӗр те хӑйсен сӑннисене чике-чике яраҫҫӗ) ҫавӑн тӗслех пулса тӑчӗ. Эпир краҫҫин пичкине ҫырана кустарса кӑлартӑмӑр. Хальхи вӑхӑтра планетӑсем тесе хӑйсен ҫутипе мар, Хӗвел ҫутипе ҫуталакан ҫӑлтӑрсене калаҫҫӗ. — Сывӑ-и, господасем! Калама ҫук ӑш хыпни хӑйне хӑваланипе, аманнӑ ҫын юлашки вӑйне пухса малалла кайнӑ, анчах вӑйӗ кашни минутӑрах катӑлса пынӑ. Хам ӑҫта кӗнине те пӗлмесӗр, васкаса туртӑнтӑм — паллах ӗнтӗ, Катя патне, анчах ку хӗр мана сӑмса умӗнчех алӑка хупрӗ те, тӑрӑхланӑ сасӑпа:— Мӗн эсир, командир юлташ! Анчах Зинаида тӗлӗнтермӗш пулнине эпӗ ниепле те хӑнӑхса ҫитейместӗп. Вӑл тахҫан ӗлӗк-авал такам патӗнче камердинерта пурӑннӑ тесе калаҫкалаҫҫӗ; анчах вӑл камне, вӑл ӑҫтине, кам ывӑлне, Шумихинӑри халӑх шутне мӗнле кӗрсе кайнине, хӑй мӗн ӗлӗк-авалтанах тӑхӑнса ҫӳрекен сӑхманне ӑҫтан тупнине, ӑҫта пурӑннине, мӗнле, мӗнпе пурӑннине, — ҫаксем ҫинчен никам та нимӗн те пӗлмест, тӗрӗссипе каласан, ун пирки никам та шухӑшласа пӑхман. — Темӗн, начар туртать, — тесе калаҫма тытӑнчӗ Туман: — ытла шӑрӑх; пулӑсем пӗтӗмпех тӗмсем айне кӗрсе ларнӑ, ҫывӑраҫҫӗ… Ӑҫта ӑсатрӑн эс ӑна? — ыйтрӗ Бойчо. — Ҫапла анчах, — терӗ исправник, хута хуҫлатса. — Иван Витальевича мӗн каланӑ-ха эсӗ? Каналсенче кимӗсемпе барксем ишеҫҫӗ. «Арӑм! — тетчӗ вӑл вӑрахӑн, вырӑнтан та тапранмасӑр, ун еннелле пуҫне ҫеҫ кӑшт ҫавӑрса. Юлашки ҫуртсем тӗлӗнчен иртсен, вӑл тӑруках хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнать те, тем тӗрлӗ йӑласем туса, тӑвӑр та нӳрлӗ хушӑк ҫумӗпе ту тӑрринеллех хӑпарса каять. Ах, лапӑрти, ухмах тунката! Ҫӳллӗ те типшӗмскер, Софья ҫул тӑрӑх тӳрӗ те хитре урисемпе ҫӑмӑллӑн та ҫирӗппӗн утса пычӗ. — Ҫӗлӗкне хыв! — кӑшкӑрчӗ офицер, вулама чарӑнса. (Аминь!) Нуша кураканнисемпе йывӑрлӑх тӳсекенсем, намӑса кӗнисем, килӗр! Ҫывӑхрах ура сасси илтӗнсен, Андрей ашшӗ — Ерофей Кузьмич ӗҫлеме пӑрахрӗ, шӑтӑкра тӳрленсе тӑчӗ те килтисенчен тахӑшӗ пынине чухласа илсе хӑрасарах ыйтрӗ: — Кам унта? Тултараканни хуйхӑ-суйхӑ ан пӗлтӗр!.. Япалисене чӳрече умне лартрӗ. — «Пур», — тенӗ лешӗ. Унта ҫынсем пур пулсан, пӗчӗк ушкӑнӑн, нимле тӑвӑла пӑхмасӑрах, кунтан аяккалла тарас пулать. — Аха, ҫапла-ҫапла… Каҫарӑр… Калаҫнӑ май, вӗсем плац тӑрӑх каялла та малалла утрӗҫ, унтан тӑваттӑмӗш взвод тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. — Ҫук, — тет лешӗ сиввӗн, — йыттусем аван, сирӗн ҫыннӑрсем те вӗсем пек аван пурӑнаймаҫҫӗ-и тен? Фургон тапранчӗ, унӑн тӗнелӗсем ҫухӑрса илчӗҫ, кустӑрмисем шатӑртатса хускалчӗҫ, вара часах таса чун-чӗреллӗ ирландецӑн тараватлӑ ҫурчӗ ҫулӑн кукӑрӗнче пытанчӗ. Ачасем ҫавна кура унран сыхланарах тӑма тӑрӑшнӑ. Епле йывӑр! Эсир ӑнланатӑр? Сан улпут хӗрӗ унпа тӗл пулса калаҫнӑ-и? Кӳршӗсем теҫҫӗ хӑйсене, ҫут ҫулӑмпа ҫунса кайччӑрччӗ вӗсем, шуйттан тытса силлетӗрччӗ вӗсене, харам пырсене! Кирек мӗнле пулсан та, ку пачах интереслӗ мар; кунсӑр пуҫне тата ҫын хӑйӗн ӑшӗнче «мӗн пулса пыни» ҫинчен яланах хыттӑн калама пултарать-и-ха? Фома хыттӑн, илемсӗррӗн вӑрҫса илнӗ те чарӑннӑ. Хӑвӑн линине ӑнлантарса пар. Ҫил пит вӑйлӑ пулнӑ: ҫула урлӑ вӗрнӗ чух вал ҫунана хӑяккӑн чалӑштарнӑ, лашана та ҫултан аяккалла сулӑнтарнӑ. Ягуар пӗччен чухне пӗрре те хӑрушӑ мар, анчах выҫӑхнисем темӗн чухлӗн пӗр кӗтӗве пуҫтарӑнсан, питех хӑрушӑ! Ун пек чухне луччӗ тигрпа, е кугуарпа тӗл пул! Китсем тытакан «Бедфорд» ятлӑ карап ҫинче аслӑлах экспедицин членӗсем те пулнӑ. Мӗншӗнне пӗлетӗн-и? Яшшӑн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса, кӑпӑклӑ сӗркӗҫпе вӑл пӗрре унӑн мӑйне, тепре хӑлхине тӗрткелесе илчӗ, е тата ӗнсине ытлашшипех кӑпӑкласа хӑтланчӗ. Анчах хутран-ситрен Фомара Ежова ӗненсех ҫитерейменни хӗмленсе кайнӑ, пӗрре вӑл унран тӳреммӗн ыйтса та пӑхнӑ: — Ну… ху эс ҫынсене, ҫакӑн пек, куҫран калама пултаратӑн-и? — тенӗ вӑл. Юланут ҫине, кӑпӑкланнӑ лашине местечкӑри ӗҫсӗр аптӑранӑ ҫынсем тӗлӗнсе ҫеҫ пӑхса юлаҫҫӗ. Владимир нимӗн хирӗҫмесӗрех Ермолай мӗн хушнине турӗ. — Мӗн пирки сирӗн мана парнелемелле-ха ? — терӗ Лукашка, — эпӗ сире нимӗн усӑ та кӑтартман-ҫке. Хӗрарӑмсем вӗсем — яланах хӗрарӑмсем, ытти тӗнчере мӗнле, прерире те ҫавӑн пекех. — Анчах ҫултан-ҫул аяларах та аяларах. — Ҫук, — тетӗп эпӗ, хам ӗсӗклесе илетӗп. — Малтан эпӗ пурне те ҫапла каларӑм та вӗсем пӑраха-пӑраха кайрӗҫ. Эпӗ ман ещӗк хупӑлчи ҫумне ҫапса лартнӑ ункӑран такам сасартӑк хытӑ карт туртнине туйса вӑранса кайрӑм. Ҫил утрав енчен вӗрет, «Дункан» ҫӗр патнелле ерипен ҫывхарса пырать. Вӑл сире ытларах итлет. Эпӗ ӗнтӗ хам ҫири плаща хывнӑччӗ, анчах ҫавӑнтах ман пуҫра ҫӗнӗ план ҫуралчӗ, ку мана лайӑхрах план пек туйӑнса кайрӗ. Халӑх хушшинчен вӗҫерӗнсе тухма хӑтланса, ӑҫта пынӑ унтах боецсем кӑшкӑрашаҫҫӗ: — Ярӑр, ярӑр! Мӗн вара эсир? — Мӗн тӑвасса кайран курӑпӑр унта, — теме тытӑнчӗ. Мартини кӑшт пӑрӑнса кровать патне ларчӗ. Вӗсем е йывӑҫсемпе курӑнман ҫуртсем хыҫнелле чӑмаҫҫӗ, е каллех уҫӑ ҫӗре персе тухаҫҫӗ, ҫавна пула унта, айлӑмра, аллисене хунарсем тытнӑ арканчӑк пысӑк ушкӑн, мӗнле-тӗр фантастикӑлла процесси аташса ҫӳренӗнех туйӑнать. Вӑл пирӗн пата килсе ларать те тимлӗн итлет, хӑй вара чӑрманмасть, хӗвӗшмест, эпӗ ун ҫине пӑхатӑп, манӑн кӑмӑл тулать — ҫавӑ ҫеҫ; вӑл тухса кайсан, эпӗ ун сӑмахӗсене пӗтӗмпех аса илетӗп те хама хам тарӑхатӑп, ҫӗткеленетӗп… мӗншӗнне хам та пӗлместӗп. — Пит аван! Тен, Венера ҫинче те ӳсентӑрансем пулса кайнӑ пуль, анчах атмосферӑна кислород нумаях кӑларма пултарайман, ҫавӑнпа та ученӑйсем хӑйсен сӑнав хатӗрӗсемпе унта кислород пуррине пӗлме пултарайман-ха. Эпӗ кам та пулин кӗресрен хӑратӑп… Ара, пӑру какайне илсе килсе параҫҫӗ-и мана, ҫук-и? Вӑт шӑпӑрлансем! — каласа хурать вӑл трактирта ӗҫлекен ҫын ҫине тарӑхса. Тӑхта! Кунта унсӑр та унӑн япалисем нумай, манӑн — кӗнекесем кӑна… — Ӑҫта пурӑнать-ха вӑл? — Ӑҫта? Пӗр пӳрнине те хускатмарӗ вӑл, пуҫне кӑшт ҫеҫ чашӑк ҫинелле пӗкрӗ те, тутипе тӳрех яшкине ҫиме тытӑнчӗ, хушӑран шӑлӗсемпе ҫӑмахне те ярса илкелерӗ. Вӑл пулмасан, ҫавӑ пит те пархатарсӑр пулнӑ пулӗччӗ. Каҫхине, 8 сехет ҫитрӗ. «Кушакпа шӑшилле» вылянӑ хыҫҫӑн тахӑшӗ тепӗр вӑйӑ пуҫарчӗ, ӑна пирӗн Lange Nase теҫҫӗ пулас. Ку вӑййа вылянӑ чух пукансене, икӗ рет туса, пӗр-пӗрне хирӗҫле лартса тухаҫҫӗ, хӗрсемпе йӗкӗтсем икӗ ушкӑна уйрӑлаҫҫӗ те черетпе пӗри тепӗрне суйласа илеҫҫӗ. Ҫавнашкал ӗҫ Франци хӗтӗртнипе пулма пултарать, ку ӗҫре чи усалли Полинияк. О, мур илесшӗ, Полинияк! Манӑн асӑма ача чухнехи вӑхӑтсем, хам чи пӗчӗкҫӗ чухнех вилнӗ аннем те аса килчӗҫ. Эпӗ турра кӗлтума пуҫларӑм, анчах манӑн хӗрӳллӗ кӗллӗм кая юлнӑ пирки вӑл ӑна илтӗ тесе ӗмӗтленесси те ҫук. Ыйтса ан хӑтланӑр. Вӑл мелсӗррӗн выртнӑ; унӑн пуҫӗ, тӑрри сарлака та аялалла шӗвӗрленсе анаканскер, мӑйӗ ҫинче темле мелсӗррӗн ларать; аллисене мӗнле хунинче те ҫан-ҫурӑмне тӑп кӑна тытса тӑракан сюртук тӑхӑннӑ пӳ-сийӗнче те, шӑрчӑкӑн кайри урисем евӗрлӗ хутлатса хунӑ вӑрӑм урисенче те мелсӗрлӗх палӑрать. Павел хӑвӑрттӑн хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Слива, татӑк-кӗсӗклӗ асӑрхаттарусем тӑва-тӑва, строя васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ: «пӑшал кутне ҫавӑрса ҫитер», «штыка ҫӳлерех», «купташкана ху патнарах тыт». Флоринда хыттӑнах шантарса каланине хирӗҫ хӗр пӑртак кулкаланипе ҫеҫ ответленӗ, ҫапах та вӑл кулӑра иккӗленесси-тӑвасси пӗртте палӑрман. Е юрату, таса чӗререн тухакан юрату пуринчен те хӑватлӑ мар-ши? Эп пӗлни вӑл, хыткукар арчине пытарнӑ пекех, ӑна никам та курмасть, уншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар, — терӗ. Ӑна лайӑх пӑхма ман вӑхӑт та пулмарӗ-ха. Ҫавӑн пирки вара кунти ытла та вӗри температура ҫӗнӗ вучахран килмен тесе шухӑшланӑ. Инсаров ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ. Лозневой ӑна хирӗҫ утса пычӗ те, тарӑхса кайнипе чӗтресе, куҫӗсене ялкӑштарса ҫапла каласа пӗлтерчӗ: — Куратӑр-и, капитан юлташ, мӗскерле халӑх? Вӗсене пӗр тӗрлӗ калатӑн, вӗсем хӑйсем майлӑ тӑваҫҫӗ! Каҫхине Волошин майор шансах тӑнӑччӗ. «Ӗҫ начар… Лаптӑксен чиккисене паллӑ тума, ҫынсене хӑйсен ҫӗрӗсене кӑтартма тесе вӑл, чӑнах та, чугун ҫул уполномоченнӑйӗпе пӗрле килсе кайнӑ пулнӑ, анчах, ӗҫ мӗнлине курсан, вӗсем пӗр-ик кун ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ те хирӗҫнӗ, вара, ҫӗр виҫекен хатӗрӗсене илме тесе, тухса шӑвӑннӑ та урӑхран вӗсене пӗри те курман. — Вӑл темӗнле тамӑк витӗр тухнӑ, — тенӗ Вэра. — Апла, пытарса хӑварма та юрать? Ачасем патӗнчен иртсе пынӑ чух вӑл кашнин ҫинех тинкерсе пӑхать, хӑшне-пӗрне ыйтусем те парать. Вӗсемшӗн ӗҫ — культ евӗрлех… Яков Лукич сурӑхӑн хӑмӑр-кӑвак та шупка-хӗрлӗ тушки ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхрӗ… — Эсир Катьӑпа иксӗр пӗчӗк-ха, ӑнланаймастӑр. Офицерсен икӗ-виҫӗ ушкӑнӗ ӗҫсе ҫиме те тапратнӑччӗ ӗнтӗ. — Пире ҫил-тӑвӑл кӗтсе тӑрать, — терӗм горизонт ҫинелле кӑтартса. Ҫавӑнтах Федя паҫӑр пуҫланӑ халапа малалла янӑ пек, ыттисем сӑмахне пӳлсе, Илюшран: — Эсӗ вара хӗртсурта чӑнах куртӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Самохин пӳлӗме кӗчӗ, брезент портфельне аллинчен вӗҫертмесӗр, никама та сывлӑх сунмасӑр, ҫурма шӳтлӗн ҫапла каларӗ: — Ну, Нагульнов, хӑтлантӑн пулать? — Лар хыҫала, анчах хытӑрах тытса пыр. Сергей вара ҫавӑнтах йытӑлла йӑпӑлтатса ҫынсене куҫсенчен пӑхса, чей чашкисем лартнӑ подноссем йӑтса палуба тӑрӑх чупкалама тытӑнчӗ. Унӑн чӗри ҫинчен чул йӑванса аннӑ пекех пулчӗ. Кунта таса мар вӗт, ҫӳп-ҫаплӑ… Стариксемпе пике-хӗр виҫҫӗн пӗрле ларчӗҫ те уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӗҫ. Пӗччен юрламаллине юрлать. — Табор утравӗ килӗшет-и сире? Путлӗ ҫынах мар вӑл, — анчах никама та усал тумасть вӗт-ха. Никама та, нихҫан та. Ҫырана ҫитме ҫур кабельтовран та сахалрахчӗ. Сирӗн ачасем пулнӑ-и? — тесе ыйтнӑ. — Огнянов сывлӑшне тарӑн ҫавӑрчӗ. Лапамран ҫӑлтӑр евӗр тӑсӑлакан урамсенче халӑх ушкӑнӗсем шавлаҫҫӗ, чупаҫҫӗ, чечексем, хут таткисем ывӑтаҫҫӗ, сӑмса тутрисемпе сулкалашаҫҫӗ. Вӑл ман ҫине ытарлӑн пӑхса илчӗ. Салтак ун тӗлӗнче пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан пӗшкӗнчӗ те:— Мӗн те пулин тума пултараймастӑп-и эпӗ сирӗншӗн, улпут? Ҫӗр, тинӗс, тӳпе, чулсем шалтан, кашниех хӑйӗн вучӗпе тенӗ пек, шӑппӑн та ҫӑмӑллӑн ҫуталса тӑраҫҫӗ. Вӑл пирӗн пата ҫырса ятӑм, тет. Комков тӑрӑхланӑн йӑл кулса илчӗ, унтан ҫапла каларӗ: — Ҫаплине ҫапла та, анчах… Тупӑнчӗҫ пулӗ-ши вара ҫав вӑрӑ-хураха итлекен командирсем? Ун чух вара эпир Баллибалаха нумайччен курас ҫук. Хӑҫан чарӑнӗ-ши вӑл? Декабрӗн 24-мӗшӗ Тин ҫеҫ Жухрай патӗнчен тавӑрӑнтӑм. Эпӗ сиртен хӑюллӑрах, — хушса хучӗ вӑл, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе каштах чӗтресе. Плуг хыҫҫӑн утма пултараймасть, вӑкӑрсем хӑвалаканни пулма та пултараймасть. Тем чӑштӑртатни илтӗннӗ алӑк хыҫӗнче, сасартӑк вара ним сассӑр та хӑвӑрттӑн уҫӑлса кайнӑ вӑл. Унӑн сарлака ҫамкаллӑ, ҫӳлелле лаптак та аялалла шӗвӗрӗлчӗк сӑмсаллӑ, пысӑк та симӗсрех куҫлӑ тата усӑнса тӑракан сарӑ бакенбардлӑ вӑрӑм, хыткан пичӗ лӑпкӑ кулӑпа чӗрӗлет те — вӑл ҫын хӑйне хӑй шаннине, унӑн ӑсне палӑртса тӑрать. — Эсир пирӗн патӑмӑрта кичемленес ҫуккине шансах тӑратӑп, юратнӑ Евгений Васильевич, — терӗ малалла Николай Петрович. Базаровӑн ҫӳхе тутисем кӑштах хускалса илчӗҫ. Ҫынсем ывӑнчӗҫ? — Ну, ҫитет, ҫитет, Ариша! чарӑн, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, ларчӑк ҫинче ларакан мужик пӑрӑнса ларнӑ хушӑра тӑрантас патӗнче хускалмасӑр тӑракан Аркадипе куҫа-куҫӑн пӑхса илнӗ хыҫҫӑн: — ку пачах кирлӗ мар! тархасшӑн чарӑн. Ман ҫывӑхра, тусанлӑ вӗлтӗрен ҫинче, шурӑ лӗпӗшсем вӗлтӗртететчӗҫ, йӑрӑ ҫерҫи инҫех мар выртакан ҫурма ишӗлнӗ хӗрлӗ кирпӗч ҫине ларатчӗ те, пӗрехмай ҫаврӑнкаласа, хӳрине саркаласа, тарӑхмалла чӗвӗлтететчӗ; ҫаплах ютшӑнакан ула кураксем ҫаралнӑ хурӑн тӑрринче, ҫӳлте-ҫӳлте, краклататчӗҫ — сайралнӑ хурӑн турачӗсем ҫинче ҫилпе хӗвел шевли вылятчӗ; хутран-ситрен Донской мӑнастир енчен чан сасси лӑпкӑн та салхуллӑн илтӗнетчӗ — эпӗ сӑнаса, итлесе лараттӑм — вара йӑлт темле ятсӑр сисӗм-туйӑмпа тулаттӑм, ҫав сисӗм-туйӑмра йӑлтах пурччӗ: тунсӑх та, савӑнӑҫ та, малашлӑха сисни те, ӗмӗт те, пурнӑҫран хӑрани те. — Кама хирӗҫ? — тирпейсӗррӗн ыйтнӑ Саша. Ҫак ача манӑн чӗре ҫумне вырнаҫать. Анчах Овчери Средна-гора тӑвӗн леш енчи йӑлӑмӗнче-ҫке, унта ҫитиччен малтан тӗрӗксен темиҫе ялӗ витӗр иртсе тухмалла, ҫулӗ ним калама та ҫук, хӑрушӑ. Вӑл мана, ахӑртнех, упӑте ҫури тесе шутларӗ пулмалла. Тӑнла-ха, эсӗ мана кивҫен табак чӑмлама памӑн-и? Ав ҫавӑнта, леш енче, ту хӗрринче ларакан ватӑ йывӑҫран пуҫлас мар-ши? Унӑн тата пӗр турачӗ хӑрӑк. Анчах ун пек пулман. Вӗсене ҫул ҫинчех пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ, Аня фабрика ҫумӗнчи лагере лекнӗ; ку лагерьте ытларах французсем пулнӑ. Ун айӗнче ҫутӑ-хӑмӑр тӗслӗ вӑйлӑ лаша пулнӑ; лашан илемлӗхӗ палӑрсах тӑман та, анчах вӑл тӗреклӗскер те хытӑ каяканскер пулнӑ. — Йывӑр капла! Юрра тӑвӑр, вӑл чул стена ҫумне пырса ҫапӑнать, йынӑшать, йӗрет, чӗрене лӑпкӑн ыраттарса кӑтӑклать, унӑн кивӗ суранӗсене чӗрре кӗртет, хуйха вӑратать… Хальхинче йӑнӑш пулма пултарайман. Хӑй тыткӑна лекнӗшӗн ним чухлӗ те пӑшӑрханмасть тейӗн ӑна. — Хӑҫан ҫитетпӗр-ха унта? — Епле апла? — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Эсӗ Татаринов капитанӑн экспедицине тупрӑн — мӗн ӗмӗтленни ҫитет ҫав, хӑш чухне ача халлапӗ пек кӑна туйӑнаканни те пурнӑҫра тӗрӗсе килсе тухать. — Олеся, каҫар мана, — хӑлхи патнех пӗшкӗнсе, пӑшӑлтатрӑм эпӗ. Курсантсен взвочӗсем ҫур сасӑпа панӑ команда тӑрӑх шӑппӑн йӗркеленсе тӑнӑ. Лаша, кӗтесшӗн мар пулса, урине тӑп-тап пускалать, мӑйне авса илсе, чӗлпӗрне карӑнтарать. Эпир сирӗн пата ҫеҫ мар, сирӗн колхозра ҫеҫ пулма шутламастпӑр. Масар хыҫӗнче кирпӗч завочӗсем хура тӗтӗм кӑларса лараҫҫӗ. — Августина Христиановна каялла таврӑнсан… эсир ӑнланатӑр-и мана? Ӑна кансӗрлес мар, сӑмахне татас мар тесе, амӑшӗ хускалмасӑр ларма тӑрӑшрӗ. Вӑл сире ӑҫта илсе каять, ҫавӑнта ҫул тытатӑр. — Тен вӑл «Макари» ҫинчен ӳкнӗ мачта хуҫӑкӗ мар-и? — ыйтрӗ Элен. — Ӑҫта вӑл? Вӑл хырӑмӗ ҫине выртрӗ, нӑрри унӑн урисем хушшине тӗлех пулчӗ, йытӑ вара каллех хӑйӗн опычӗсене тума тапратрӗ. Эс, Андрей, пӑрах ун пек хӑтланма! Пӳрнисем унӑн палӑрмаллах чӗтреҫҫӗ. Эпир ҫапкаланса ҫӳренӗ; пуринчен ытла хуласем тӑрӑх сӗтӗрӗннӗ. Пӗр святойсем ҫеҫ ҫӗрмесӗр юлаҫҫӗ… Ҫывӑхри япаласем пурте курӑнаҫҫӗ, аякрисем, тӗтре ӑшне пытаннӑ пек, куҫран ҫухалаҫҫӗ. Ҫӗнӗ пролив тӑрӑх Магеллан эскадри пӗр уйӑх малалла ишнӗ. Тен, отпуск та парӗҫ, лазаретран тухсан, киле пыратӑп. — Санӑн пурнӑҫунта мӗн улшӑнчӗ-ха ҫак икӗ кун хушшинче? Атя, кайрӑмӑр», терӗ те лешне, «эпӗ сана ӑмсанатӑп» текеннине, вырӑн парас тесе, ҫунан пӗр хӗрринелле сиксе ларчӗ, унӑн сасси чӗтренсе тухрӗ. — Мӗн эсир? Айӑпсӑр ҫынсене хӳтӗлекен! Кольхаун пуҫсӑр юланута хӑваласа ҫитсе, унтан хӑйне мӗн кирлине кӑларса илнӗ пулсан, вара пустуй шыраса ҫӳрех — ун чухне вара эпӗ ним тума та пултарас ҫук. Вӑл тепӗр хут чирлӗ ҫын умне пӗшкӗннӗ. — Тупӑнать, кун пек асси те мар! Малалла! Хӑйӗн вӑхӑтне вӑл пӗр ҫав ӗҫре кӑна ирттернӗ теме пулать, ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн сасси килте паллӑ вӑхӑтсенче — ирхи е кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче е ҫавнашкал ытти хӑш-пӗр самантсенче кӑна илтӗнкеленӗ. Пурте шӑпланчӗҫ. «Ку та-и?» — кӑмӑлсӑррӑн шухӑшларӗ амӑшӗ, Наташа ӑна хӑй аллине ачашшӑн та савӑнӑҫлӑн тӑсса панине курсан, питӗ тӗлӗнчӗ. Ҫав самантра гостинӑйӑн тепӗр алӑкӗ хӑвӑрт уҫӑлчӗ те, алӑк умне эпӗ ӗнер садра курнӑ хӗр тухса тӑчӗ. Эпӗ пӗлетӗп, ҫынсем шуйттан пуррине ӗненмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчен калаҫмӑп. Ӗнер илтрӗм — такампа пӑшӑлтатать. Мӗн шутласа кӑларнӑ? — Интереснӑ, — терӗм эпӗ Валя калаҫма чарӑнсан. Алексей ун пеккине хӑй те курнӑ: пӗррехинче Совет Союзӗн Геройӗ Андрей Дегтяренко ертсе пыракан истребительсен звени нимӗҫсен разведка самолётне хамӑр аэродром ҫине илсе килсе лартрӗ. — Тӑрат ӑна, пире хӑна тутӑр, — терӗ хӑрах куҫли, вут патӗнче вӑл хӑйӗн тӑлисене типӗтме тытнӑччӗ, тӑлисенчен пӑс та шӑршӑ тухать. Мӗн ку? Пӗлетӗн-и эс, Огарнова, вӑл Кубаньре питӗ чаплӑ ҫын пулнӑ. Эпӗ тахҫан куҫҫуль кӑларни партие мӗнле сиен кӳрет вара? Лаша путсах пычӗ. — Ҫапла, тӗрӗс, кусем ахаль страуссем ҫеҫ, — ҫирӗплетрӗ Гаррис. — Чӑнахах та, хам ҫинчен ҫырни интереслӗ ӗнтӗ вӑл, — хушса хунӑ вӑл, юлташӗ ҫине ыркӑмӑллӑн кулкаласа пӑхса. Шикленӳ ҫынран ҫынна ерет, теҫҫӗ. Анчах тавлашусем тата хирӗҫленисем вуҫех урӑхла, ҫынна паттӑрлӑх кӳме пултараҫҫӗ. — Анчах эпӗ ҫавсене пӗтӗмӗшпех акӑ мӗншӗн тунӑ… Унпа манӑн хӑй килӗнче калаҫса пӑхас килет. Акӑ эпӗ хреснаҫупа ҫирӗм ҫул ытла туслӑ пурӑнатӑп — нумай ун ӑсӗпе усӑ куратӑп. Юлашкинчен Николаев, йывӑр пулнине пач пытармасӑр, сывлӑшне анлӑн та хыттӑн ҫавӑрттарса ярса, пӗрремӗш калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ пуринчен малтан ыйту лартасшӑн: чӑн-чӑн тивӗҫлӗхпех хисеплетӗр-и вара эсир ман арӑма… — Эсӗ, йӗрӗнчӗк шуйттан, салтакра пулман-ха, атту йӑпӑр-япӑрах ҫисе янӑ пулӑттӑн! Урай варринче тӑрӑхла сӗтел ларнӑ, ун тавра сӑранпа ҫапнӑ авалхи пукансем пулнӑ, икӗ чӳрече хушшинче вӑрӑм ещӗклӗ, кӗленче алӑклӑ сехет ҫакӑнса тӑнӑ, кӗтесре кӗмӗл тултарнӑ горка пулнӑ. Тӗтӗм ӑшӗнче Степка тӑрать, картса пӗтернӗ пысӑк кашӑкпа вӑл хуран пӑтратать! Эсир манпа пӗрле чей ӗҫме килӗшмӗр-ши? Тумхах тӑрӑх утсем чупаҫ, Тарӑн юра аштарса. Мана ҫут тӗнчене ҫуратнӑ анне телейсӗр мар-ши? «Шухӑшӑмсем тӗрӗс пулсан, — тенӗ вара Галлей, — ҫак комета 1758 ҫулта ҫӗнӗрен курӑнмалла». Галлей хӑй сӑнанисене пичетлесе кӑларнӑ, ун сӑмахӗсемпе ытти астрономсем те паллашнӑ. Эпир пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса нумайччен ним чӗнмесӗр, салхуллӑн лартӑмӑр. Ҫи-пуҫне хӑйне илес пулсан, арҫынсен вӑл антилопа тирӗнчен тунӑ чӗркуҫҫи таран ҫӗленӗ саппун пекрех ҫеҫ е курӑкран ҫыхнӑ чӑпар юбка. Хӗрарӑмсен тумтирӗ те тӗрлӗрен пурҫӑнпа, вӗтӗ шӑрҫапа, каури ятлӑ шапа хуранӗсемпе илемлетнӗ симӗс юбка кӑна, ӑна ҫиелтен шӑрҫаран тунӑ пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ. Хӑш-пӗр хӗрарӑмсем юбка вырӑнне Занзибарта ҫав тери хаклакан курӑкран ҫыхнӑ, кӑвак, хура, сарӑ тӗспе пӗветнӗ, «ламба» текен пусмаран тунӑ саппун ҫакса ҫӳреҫҫӗ. Юрӗ ӗнтӗ, ыранччен! Сыхлануллӑрах, ҫавӑрӑнӑҫуллӑрах пулӑр, ӑна хирӗҫ тавӑрӑр. Обер-секретарь, саспаллирен саспаллине аран ҫыпӑҫтаркаласа, хыттӑн ҫакна вуласа пачӗ:«Икӗ халат, пӗри миткальрен, тепри йӑрӑмлӑ пурҫӑнран ҫӗлетнӗскерсем, ултӑ тенкӗлӗх». Ӑна та пӗлейместӗп эпӗ. Пуҫӑмра манӑн темскер сехет пекех шаккать, эпӗ хампа хам тата машинӑпа темскер хытӑ кӑшкӑрса калаҫатӑп. — Апла пулсан хуть Лизавета Григорьевна та пулин килте мар-ши? — тесе ыйтнӑ. Вӑл хапхаран кӗрсе кайсан та шухӑшӑмра эп унпа пӗрлех пыраттӑм-ха — Иван Павлыч ӑна епле кӗтсе илнине кураттӑм, вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ пуласшӑн тӑрӑшать, хӑй сӑмах пуҫличчен малтан вӑрӑм мӑнштукне пирус тиреймесӗр тӑрать-тӗр… Кӑмӑл пӗрмай улшӑнса тӑнӑ, савӑнӑҫран сасартӑк кичемлӗхе куҫнӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Петр Артамонова тӳсме ҫук хӗрӳллӗ хаваслӑх ҫунтарма тытӑннӑ, вара унӑн мӗнле те пулин тӗлӗнтерекен, ӑнтан яракан ӗҫ тӑвас, кама та пулин вӗлерес, ҫынсен урисем патне ӳксе, вӗсен умне чӗркуҫленсе ларса, пӗтӗм халӑхран:— Суд тӑвӑр мана, хӑрушла манпа вӗлерӗр! — тесе ыйтасси килнӗ. Вӑл вара:— Ну, манӑн ҫак пур капӑр тума хывас пулать… — тесе тухса кайрӗ. Ашшӗн сӑмахӗсене шута илмесӗр, ывӑлӗ хӑйӗн мӗншӗн фабрикант е мӗнле те пулин урӑх ӗҫ хуҫи пулас килменни ҫинчен ӑнлантарма тытӑнчӗ; вӑл нумай, пӗр вунӑ минута яхӑн каларӗ, вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе ашшӗ унӑн сӑмахӗсенче темле тӗрӗс япала, хӑйӗн пӑтравлӑ шухӑшӗсемпе килӗшсе тӑракан шухӑшсем пуррине те туйрӗ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл ывӑлӗ ӑссӑр, ачалла калаҫнине уҫҫӑнах курчӗ. Пӳрте Рыбин кӗчӗ, сухалне сӑтӑрса илсе асӑрхаттарчӗ: — Ӗлӗк чух ҫынсене ыйтмасӑрах кӗртеттӗн. Хӗрӗх иккӗпе ҫирӗм икӗ градуслӑ широтасен хушшинче Аргентинӑн тӳрем тинӗс пек ҫӗре хӗвеланӑҫӗнчен хӗвел тухӑҫнелле хӑяккӑнланса выртать; ҫапла вара ҫул ҫинчи ҫынсен тинӗс хӗррине ҫитичченех анаталла каймалла пулать. Вӗсене ыталаса илес шухӑш тата Марья Ивановнӑна, ку таранччен пӗр хыпар-хӑнарсӑр пурӑнаканскере, курасси — мана савӑнӑҫпа ҫунатлантарса ячӗ. — Сухарько мӗнле намӑс мар сире! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. «Тӑхтӑр-ха!» — терӗм эпӗ кулкаласа. Шанчӑклӑ кил хуралҫи вырӑнтан тапранмасӑр хуҫи ҫине пӑхса илчӗ, пӗр-ик хутчен хӳрине пӑтраткаларӗ те — сасартӑк курпунне кӑларса, каялла ҫавӑрӑнса пӑхкаласа, кӗлет айнелле вӗҫтерчӗ. Ӳсех! Илем кӳрсе лар! Пытарса тӑмастӑп, унӑнне хуть пӗр-пӗр ҫитменлӗхне курасчӗ манӑн! Йысну сана кӗтсе илме кашни кун хулана кая-кая килчӗ. Унпа юнашар хура ҫӳҫлӗ, мӑйӑхсӑр арҫын ларать. «Мӗнле!» — Воронцовӑн Алупкӑри замокне куртӑм. Макҫӑм, музыкӑна питех юратманскер, ку хутӗнче, хӑй пӑхса ӳстерекен суккӑр йӗкӗтӗн вӑййинче тем ҫӗнни пуррине туйса илчӗ, ҫавӑнпа та, хӑй тавра ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрлантарнӑ май, пӗрре Петр ҫине, тепре Эвелина еннелле пӑхса, пуҫне сулкаласа итлесе ларать. Ҫапла суйрӗ-суйрӗ те вӑл хӑй суйнине хӑй ӗненме тытӑнчӗ, анчах пӗчӗк старик ӑна чарчӗ: — Манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырса кӗчӗ, — терӗ вӑл. Леона таврашӗнче нимле йӗр те тупӑнман. Анчах эсӗ, сана чӗнсе янӑ хӑвӑн тусу, акӑлчан врачӗ патне кайма пултараттӑн. Пурӑннӑ пулӑттӑн та ун патӗнче пӗрер уйӑх, унтан каллех вӗренме килнӗ пулӑттӑн. — Эпӗ те фуфайка тӑхӑнатӑп. Мӗншӗн тепре куриччен мар? Назанский хӑрушла, тӑрлавсӑр, кӗтмен кулӑпа ахӑлтатса ячӗ. Ан палка эсӗ, пономарь! Ну, усалсем мар-и? Пӗтӗмпех килмест вӑл, ҫитменнине тата шӑпах хальхи вӑхӑтра. Сасартӑк ун умӗнчен пӗр чечен дрожка вӗҫтерсе иртсе кайнӑ, станца пуҫлӑхӗ Минскине палласа илнӗ. Эпӗ хул пуҫҫийӗме пӑркаласа илтӗм те ҫаврӑнса утрӑм. Шкотсемпе брассене! Нимӗнле чи лайӑх агентура та Советсен чӑн-чӑн вӑрҫӑ потенциалне, вӗсен хӑватне палӑртма пултараймасть. Комендант хӗр ҫине куҫ хывнӑ, ирхине вара ӑна хулана «тӗпчеме» илсе килнӗ. Ҫапла ӗнтӗ, факторире ҫын сахал пурӑнать. — Вӑл тӗрӗс… Ҫурт тума ҫитеймест. Пирӗн патра вӑрман хаклӑ. — Ну? Вӑл чышкине чӑмӑртаса тытрӗ те унпа юнаса, ҫилӗпе ӳпкелешрӗ: — Турӑҫӑм, мӗн чухлӗ путсӗрсем! Нагульнов вилнӗ пекех шурса кайрӗ. Санин медицинӑра нимӗн те сӗмленмен пулин те, вунтӑватӑ ҫулхи ачасен пуҫ мимине юн кайма пултарайманнине лайӑх пӗлнӗ. Хӑйне сивӗ пулнӑ пек, октавист хӑйӗн хырман питҫӑмартийӗсене хыттӑн сӑтӑркаласа, хӑрӑлтатса калатчӗ: — Мӑнаҫланнӑскер. Ун алли ҫине Таля алли выртрӗ, хыттӑн чӑмӑртарӗ. Вара вӑл хӑйӗн сассипе пур сасӑсене те путарса юрлать пек. Йӳҫ кӳкӗртлӗ ҫӑл куҫӗ патӗнчен иртнӗ чух, сулхӑнра сывлӑш ҫавӑрса илес тесе, эпӗ галлерея патӗнче чарӑнса тӑтӑм, ҫакӑнта ларнӑ чух манӑн пӗр кӑмӑла каймалли сцена курма тӗл килчӗ. Радуб хӑй умӗнче ҫурма тӗттӗмре темӗнле хӑрушӑ япала — хуҫӑк янахлӑ, шӑтса юхнӑ куҫлӑ сӑн курчӗ. — O! ja! — ответлерӗ Фрост, ури хырӑмне чӗтрентеркелесе, анчах Дерпт студенчӗ ӑна каллех вырӑсла ҫапла каларӗ: — Апла пуҫӑн-ха эппин эсӗ ку ӗҫе, — (Дерпт университетӗнче пӗрле вӗреннӗ тесе, вӗсем пӗрне-пӗри «эсӗ» тесе чӗнеҫҫӗ); Сехет иртрӗ-и, иртмерӗ-и — аппарат ӳкнӗ вырӑна ҫынсем кӗпӗрленсе тулчӗҫ. Мана пурӑнма йывӑр тата хӑрушӑ пулни ҫинчен пӗлсен, мана вӑл хӑйпе пӗрле пурӑнса ялти учителе хатӗрленме сӗнчӗ. Ленин вилнӗ! Пӗлетӗп, судсенче ҫыркаласа ларакан ӑслӑ пуҫсем пайтах тупӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, чиркӳ валли кӑларман кӗнекесене те вулаҫҫӗ вӗсем, хӑйсене ахаль часослов тыттарас-тӑк, пӗр саспаллине те лайӑххӑн тавҫӑрса илеймен пулӗччӗҫ, анчах намӑсне-мӗнне пӗлмесӗрех ҫын умӗнче шӑл йӗрме пӗлеҫҫӗ вара. Асту асӑрханарах, Семеныч! Вӑл ҫавна кӗтнӗ пулмалла. Масарӗ авалхи майлӑскер, хӗвеланӑҫ енчи стильпе тунӑскер. Эпӗ ӑна юрасшӑн тӑрӑшма пуҫланӑранпа пайтах вӑхӑт иртнӗрен ун ҫитменлӗхӗсене тупмасса пултараймарӑм; ҫамрӑклӑхӑн малтанхи тапхӑрӗнче эпир пӗтӗм чунтан кӑна, ҫавӑнпа пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсене ҫеҫ юрататпӑр. «Ҫук, кум, кайӑпӑр! Ачи аванччӗ, джигитчӗ, ман пекех. Тӳрех кала: мӗншӗн килтӗн? Вӗсем Нилӑн тури пайӗнчи хӑш-пӗр халӑх патшисен ҫарӗн ҫур пайӗ шутланаҫҫӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн Давыдов мӗн чухлӗ ӗҫленине шутласа пачӗ: — Социализмла ӑмӑрту, иккӗмӗш бригадӑри юлташсем, акӑ епле ҫӗкленсе кайрӗ пирӗн! — Икӗ ҫынна? — ыйтрӗ Иманус. Эмми Лоренс ятлӑ хӗрача ҫавӑнтах Том чӗринчен тухса ӳкрӗ, унта вӑл пӗр йӗр тавраш та хӑвармарӗ. — Ан мӑрка! — терӗ юнашар чавакан Дегтярев. Вӑл тутисене хускаткаласа илчӗ, Юргин вара вӑл мӗн каласшӑн пулнине илтсе юлас тесе, ун умне пӗшкӗнчӗ. Лутра пӳлӗмре тултан кӗрсе ӑшӑннипе нӳрлетнӗ кӗске кӗрӗксен йӳҫӗк ӑшӑ шӑршипе кӗл шӑрши кӗрет. Ку мана темӗне асӑнтарчӗ — чӑнах та ахаль пулмарӗ ҫав. Килте пурте ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ, кучер камердинера та аран шыраса тупрӗ. Хӑнасем эрех ыйтнӑ, пупӗ майрине чӗнет. Пуп майри хыпаланса ӳкрӗ. Пӗрре боцман, хитре те кутӑн мужик, ӑна каларӗ: — Якутпа хохолӑн тӗнӗ пӗрре! — терӗ. Ӑна пысӑк шухӑшсем ӳстернӗ пек турӗҫ, ҫав шухӑшсене вӑл хӑйӗн чӗри мӗнпе ҫуннӑ — ҫавсене пурне те, хӑй мӗн туссе ирттерме ӗлкӗрнӗ — ҫавсене пурне те хыврӗ, вара шухӑшсене чӑмӑртаса, вӗсенчен нумай шӑнаҫтаракан ҫутӑ сӑмах кристалӗсем турӗ. Софья Ивановна та пулин ҫурт-йӗр енӗпе ӗҫлеме килӗшми пулса кайрӗ, вӑл тӑрӑшсах ҫын пӑхмасӑр ӳсекен ӳсентӑрансене пухас енӗпе ӗҫлеме тытӑнчӗ. — Епле ларма хавас, чӑн та, лайӑх вырӑн, — терӗ вӑл. — Долготан миҫемӗш градусенче тӑрать Туфольд бухти? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл хӗвел тухас умӗн вилсе выртрӗ. Айртон, шӗвӗр вӗҫлӗ патаккине тытса паҫӑртанпах ларчӑк ҫинче лараканскер, ҫӗнӗ хуҫин хушӑвӗсене кӗтет. «Юрать эппин, юратрӑм-тӑк — юратнах пултӑр. Вӑл чемоданӗнче тата сӗтел ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн ҫавӑрчӗ, пӗтӗм хучӗсене тыта-тыта силлерӗ, койки айне те, чалӑш ураллӑ сӗтелли айне те кӗрсе пӑхрӗ. Паллӑ мар! Кораблев сӑмах хушмасӑрах пуҫ тайрӗ. Ҫилсӗр лӑпкӑ вӑхӑт пулсан, вӑл мӗнпур ҫырмасенчен ҫутӑрах курӑнать, унӑн куҫпа виҫейми ҫийӗ, кӗленче пек туйӑнса, пӑхса тӑранмалла мар илемлӗн сарӑлса выртать. Покровски ялӗпе Арбатово пӗр-пӗринпе пачах хутшӑнман. Вӑл Бяла Черква пӑлхарӗ тытса тӑракан хупаха кӗрсе тухма шутларӗ, анчах вӑл сутӑнчӑк пулма та пултарать, вара вӑл, тӗрӗксен ушкӑнӗ хушшипе ытти халӑхпа пӗрлешсе кайма авантарах пулӗ тесе, малалла утрӗ. Ҫак пӗтӗм истори Тома урӑхла майлӑ курӑнса кайрӗ. Гленарван Европӑна тавӑрӑнасси ҫинчен ҫийӗнчех Джон Мангльспа калаҫрӗ. Ҫамрӑк капитан мӗн чухлӗ кӑмрӑк пуррине тӗрӗслесе тухрӗ. Эпӗ сире йӑлтах каласа кӑтартатӑп. Завод хыҫӗнчен хула пӗтет те, хир пуҫланать. Ман ӑна хам ача маррине кӑтартас килчӗ, ҫавӑнпа эпӗ пултарнӑ таран хама ирӗклӗрех тыткалама тӑрӑшса, ҫапла каларӑм: «Паллах, эсир мана питӗ килӗшетӗр, Зинаида Александровна, эпӗ ӑна пытарасшӑн мар». Сӑмахсене витӗрех ӑнланас пулать. Элен Гленарван чапа тухнӑ Вильям Туффнелӗн хӗрӗ иккенне пӗлсен, вӑл виҫерен тухса кайиччен хавасланса кӑшкӑрчӗ. Вӑл унӑн ашшӗне палланӑ. Ҫапла ӗнтӗ, кӗтӗм те эпӗ качакана хирӗҫ утрӑм. Лаша пачах та чееленсе кайнӑ, ӗлӗкрех мӗнле килӗшӳллӗ пыракан выльӑхчӗ… — Ахаль, пустуй япала — сӑвӑс ҫеҫ. Мӗнпур анекдочӗ киревсӗрччӗ, кӑнттамччӗ те тӳрккесчӗ, кун пек чухне вара, яланах ҫаплалла-ҫке, пӗр калавҫи ҫех кулӑ хускатма пултарать — чи сӗмсӗрри те намӑс-симӗсне пуринчен ытларах ҫухатни. Ответле! Чӑн сӑмах! Эпӗ вӗсене плащӗсенчен те, сӑнарӗсенчен те уйӑрса илетӗп, — терӗ пӗри. Лӑпкӑ ҫил, Тома хӑратса, йывӑҫсем хушшинче улать. «Хӑйсене кансӗрлесе ҫӳренӗшӗн тарӑхса, вилӗ ҫынсен чунӗсем ӳпкелешеҫҫӗ ӗнтӗ», — тесе шухӑшлать Том. Сӗтел хушшинче нумайччен ҫапла хуралашса, шӳтлесе ларатчӗҫ пулӗ, анчах инҫетре лав килнине асӑрхарӗҫ, пуринчен ҫивӗчрех куҫли, Прянишников сухаҫӑ, ал тупанне ҫамки тӗлне тытрӗ те лӑпкӑн шӑхӑрса илчӗ: — Леш килет, тӑмсай Ванькӑ Аржанов, унпа пӗрле Давыдов. — Мӗнле пӳтсӗр кимӗ вӑл санӑн? Давыдовран ыйтма аван мар… Вӗсен калаҫуне хутшӑнса, Александра Ивановна сасартӑк акӑ мӗн ҫинчен каласа пачӗ: Короленко полкӗсенчен пӗри кӗҫӗр хулари ҫӗр айӗнчи ҫулсемпе тӑшман ҫине талпӑнса кӗмелле. — Ку Воропаев пек хӑтланниех вара, — кулчӗ ишӗлчӗксене юратакан капитан. Апла-тӑк, эсир Сергей Петрович Шишкин ывӑлӗ пулса тухатӑр? Андрей ҫине ачашшӑн та хурлӑхлӑн пӑхса, йӗри-тавра ҫаврӑнкаларӗ. Ӑна хӑйне те хӗнеме хӑтланкаласа пӑхнӑ, анчах ку ӑнӑҫлӑ пулман. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарать. Ҫурҫӗр тинӗс ҫулне пӑхнӑ чух та вӑл ҫар ҫулӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ, ҫавна каланӑ май, вырӑссемпе Япони кампанийӗ ӑнӑҫманни те ҫак шухӑша ӑнланманнинчен килнӗ, тенӗччӗ вӑл, ҫав ҫулӑн усси ҫинчен Менделеев мӗн каланине те манса хӑвармарӗ. Унтан ҫулҫӳревҫӗсем ҫил хӑвалакан пӗлӗт пекех тӑраҫҫӗ. Игумен тата ытларах тӗлӗнчӗ. Баржа ҫийӗпе, чалӑш ҫунаттисемпе шӑхӑртса илсе, чайка вӗҫсе иртрӗ. Казаксем юланутпа, салтаксем пӑшалсемпе. Ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ. Амӑшӗн аллинчи чей курки чӗтреме тытӑнчӗ. Сасартӑк хӑраса ӳкнипе ним тума пӗлмесӗр хӗвӗшме пуҫларӗҫ. Килсе ҫитсенех, — акӑ вӑл, ме! тетӗн-и? Вара Атлантика тинӗсӗнчен Кӑнтӑрти Аслӑ тинӗсе ишсе тухма май ҫук тесе шутла пуҫланӑ. Хӑнӑхнӑ мелӗпе йӗннине вӗҫертрӗ, револьверне туртса кӑларчӗ: — Эй! — кӑшкӑрать вӑл. Вӑт хӑямат, енчӗке тупаймастӑп шуйттан: Трофим ҫӑтса яман вӗт-ха ӑна? Ку шарлак икӗ миля таранах айккӑн юхакан шарлаксенчен пӗри пулчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ун урлӑ хӑвӑрт каҫаймарӑм. Унӑн студентла пурнӑҫӗнче пӗтӗм чунпа парӑнса тумалли нимӗн те ҫук, вӗри те ӗҫчен ӑс-хакӑлӗшӗн вара, хӑй каланӑ пек каласан, ӗҫлӗхлӗ пурнӑҫ кирлӗ, ҫавӑнпа вӑл укҫи-тенки май панӑ таран эрех ӗҫет, ӗҫкӗпе манӑҫасшӑн пулса, хӑйӗнче вӑй мӗн чухлӗ ытларах, ҫавӑн чухлӗ нумайрах ӗҫет. — Гочо, кипарис арчаран укҫа енчӗкне илсе кил-ха, — тет вӑл хушӑран. Тепрехинче тата ҫакӑн пек хушса ярать: — Ачам, шкапран ҫирӗм тенкӗлӗх ылтӑнне илсе хур-ха. Таврӑнсан, хама парӑн, — тет. Хӑй тухса каять. Вӑл пурне те пуҫ сӗлтсе сывлӑх сунчӗ, маларах иртсе ларчӗ. Ӑна хирӗҫ лешсем те саламларӗҫ. — Апла пулсан, пание чӗнмелле пулать, ҫӑраҫҫи унра. — Тусем ара, — ним пулман пекех тавӑрчӗ ногаец. Кровать айӗнчи литература мана пит пысӑк усӑ туса пачӗ: эпӗ журналсене кухняна илсе каймашкӑн хам валли права ҫапӑҫса илтӗм тата мана ҫӗрлесенче вулама май килчӗ. Арӑмпа музыкант хушшинчи ҫыхӑну, вӗсем кирек мӗнле пулнӑ пулсан та, маншӑн ниме те пӗлтермен. Анчах тинех акӑ, Катьӑпа иксӗмӗр те пӗр хуларах пулнине пӗле-тӑркачӑ, шухӑшласа илнипе ҫеҫ ҫирӗм хут сывлӑш ҫавӑрса илмелле те, кӗтмешкӗн чӑтса тӑма май пур-и, тен вӑл шӑпах ҫак самантра акӑ… пӗлместӗп ӗнтӗ хама мӗн кӗтнине — чирлӗ пуль, вилес пек выртать пуль. Хӗвелтухӑҫ енче ҫӑлтӑрсем, сарӑлнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, вӗсем вӑйлӑлансах пыракан ҫутӑра ирӗлсе пынӑн туйӑнаҫҫӗ. Пуҫ тӗлӗнче вара вӗсем халӗ йышлӑрах та ҫывӑхрах туйӑнаҫҫӗ. Вӑл нумай художниксем пек чапшӑн ҫунман, пули-пулми япалашӑн тарӑхман. Хӗрӗн куҫӗсем йӑлӑнса амӑшӗ ҫине пӑхрӗҫ. Лешӗ Тоня куҫӗсенчен сӑнаса пӑхрӗ. Ирхине апат хӑвӑрт ҫикелесенех пиччепе сунарҫӑ сулӑ патне утрӗҫ, эпӗ ҫыран хӗрринче тӑрса юлтӑм. Зинаида ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Священнике каласа пӗлтерсен лайӑхрах пулӗ тетӗп. Вӑл халех сирӗн пата килсе сирӗнпе ҫӗр каҫма юлать. Эпир, халӑх ӗнтӗ, халлӗхе ерипен, уттипе пурӑнатпӑр-ха, ҫавӑнпа пирӗн ытлашши хӗвӗшмесӗр, васкамасӑр ӗҫ тумалла, пушар сӳнтермелле… Вӑл — Курӑнманскер, Ҫӗр пурлӑхне параканскер, Пытарӑнчӑкскер, турӑсен Амӑшӗ, Аппӑш-Йӑмӑкӗ тата Арӑмӗ. — Ҫук, кӳренсе каламастӑп эпӗ сана, — ахаль, сӑмах май килнӗрен кӑна… Халӗ авӑ — пӑх-ха ӑста ҫити хӑпарса карӑн, ман тӗлӗшрен начальник пулса тӑратӑн, э? Ӑна пирӗн вӗрентекен тӑкса ячӗ, анчах сӗтел айне пӑхса илсен, пӗр сӑмах та каламарӗ. Кам кӑна пӗлмен пуль ӑна? Вылякансем яланах илӗртекен вӑйӑсене выляса сунар ҫинчен манса каяҫҫӗ, вара вӗсен ачисемпе арӑмӗсем ашсӑр лараҫҫӗ. Ҫапла, ҫав хӑлхасӑр Васькӑ ҫинченех-ха. Кураттӑм эпӗ, ҫакӑн пек хӑтлану хыҫҫӑн вӑл, нимӗн тума пӗлменнипе, аллисене хуҫкалатчӗ. Ҫакӑн пек сехӗрленӳсем атте вӑхӑтсӑр вилес хурлӑхлӑ куна татах та ҫывхартни ҫинчен эпӗ иккӗленместӗп те. — Питӗ ҫамрӑк, — терӗ Воропаев, чӗнмесӗр тӑрас мар тесе. Вӑл ҫурӑмӗ ҫине таянчӗ, чӗнмерӗ, унтан пӑшӑлтатнӑ пек ерипен каларӗ: «Ман айӑпа пула ку алӑ куҫҫуль те сахал мар шӑлнӑ…» — стена еннелле ҫаврӑнчӗ те вилчӗ, кайрӗ леш тӗнчене Власий туррӑн ут кӗтӗвӗсене кӗтме… — Каҫарӑр, тӑванӑм, апла ӑҫтан! — шӗкӗлтетме пуҫланӑ Тимофеич (вӑл тухса килнӗ чухне улпут ҫирӗп наказ панине аса илнӗ). Калас пулать, ӗмӗрне сӳтӗлме юратакан чӑтӑмсӑр географ Айртонпа калаҫнӑ вӑхӑтра пӗр сӑмах та чӗнмерӗ темелле. Шурри аҫуна ырра вӗрентет-вӗрентет те, хури, вӗҫсе килсе, пӗтӗм ӗҫе пӑсса хурать. Анчах ку пӗтӗмпех иртсе кайрӗ ӗнтӗ, иртсе кайрӗ, тӗрӗс-и? — Эпӗ унӑн амӑшӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, господин Паганель. Ман совӗҫӗм таса; эпӗ судран хӑрамастӑп; анчах та киле каяссине, тутлӑ курнӑҫӑва тата темиҫе уйӑха хӑварма пултарасси мана хытӑ хӑратса ячӗ. Тӗп залра, маччаран урайне ҫитичченех, Совет Союзӗпе Германи хушшинчи фронтӑн пысӑк картти ҫакӑнса тӑнӑ. Анчах куҫса ҫӳрекен йӑхсенчен нумайӑшӗ ҫак сӑмахсене вырӑна хумасть те малалла, хӗвел анӑҫнелле, каять, Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ Ҫӗлен ҫӗр-шывне ҫитсен вӗсене Птитлигуа патши вӗлерсе пӗтерет. Хӑйӗн асаплӑ ҫулӗ часах вӗҫленессе кӗтсе, Алексей вӑйне хӗрхенмесӗр, канса тӑмасӑр малалла шурӗ. — Вара Ҫӑрттан мучи ҫавӑнтах сассине хытарчӗ, хӑйне кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗ: — Мӗн те пулсан ҫимелли хатӗрле-ха эсӗ, вӑхӑт ҫук. Уэлдон миссиспа ывӑлӗ яланхи пекех кичем те пӗр евӗрлӗ пурӑнчӗҫ. — Сирӗн нумай ҫыннӑн ҫылӑхне каҫармалла пулать, паллах, вилӗм умӗн кам хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарас тет, ҫавсенне. Вӗсем вун иккӗн е кӑштах ытларах кӑна вӗт. Люба, хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе кайнӑскер, ун ҫине ҫиллессӗн пӑхнӑ, усаллӑн калаҫнӑ. Фома, тӗлӗнсе кайнипе, хӗр ҫине кӳренме те пултарайман. Халӗ эпир кӑнтӑрла ытларах тӑратпӑр, ҫӗрле пире никам та тивмест. Сӗтел хушшинче лӑпкӑн ларманшӑн мана Мавра та вӑрҫрӗ. Тинех чун кӗрсе ҫитнӗ пек пулчӗ Бойчона. «Тыр-пул туса илекен вӑл мӗнле, производитель-и е урӑх япала?» — тесе ыйтатӑп унран. Хӗрарӑмсемпе ясар ӗҫсем туса хӑтланатӑн-и?» — Вӑл хӑвӑрт тӳрленсе ларчӗ те, хӗрлӗ эрехпе хуралнӑ тутисене сарлакан уҫса, ахӑлтатса кулса ячӗ. Унӑн куҫӗсем яланхи пекех, чӑнласа та ачашшӑн пӑхнӑ, анчах пичӗ, уйрӑммӑнах ҫӑварӗпе шӑлӗсем хускалми кулӑпа пӑсӑлса кайнӑ. Мана тахҫан пӗрре Трухачевский пиччӗшӗпе калаҫни аса килчӗ, ҫав калаҫура мӗн пулнине Трухачевскипе хам арӑм ҫумне ҫыпӑҫтарса, эпӗ хӗпӗртесех хамӑн чӗрене таткаларӑм-ватрӑм. Ку мӗне пӗлтернине аса илсе, Тетка пукан ҫине сике хӑпарнӑ та ларнӑ. Пӑвана илес пулсан вара, вӑл пур енӗпе тӗ калама ҫук аван курӑнать. Выҫӑ пачах. Пике ашшӗ хӗрне качча пама килӗшет, вара хулара тӗлӗнмелле чаплӑ туй пулса иртет. Лавсем сарлака шыв урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче тӑраҫҫӗ. Мария Гавриловна ун пек чухне пуҫне сулланӑ та шухӑша кайса ларнӑ. Акулина, чипер те хура Акулина, сарафанпа мар, ирхи шурӑ кӗпепе, чӳрече умӗнче унӑн ҫыруне вуласа ларать; вӑл ытла тимлесе вуланипе Алексей кӗнине сисмен те. — Кӑмӑлу пулсан, эпӗ унпа калаҫса пӑхӑп. Хытӑ чӗреллӗ эгоист, вӑл туслӑх пулма пултарассине ӗненмен, ҫавӑнпа унӑн туссем пулман. Ҫавсенчен пӗри, хушаматне халь астумастӑп, Идеоген пулас, пӗтӗм пурӑнӑҫне пичкере пурӑнса ирттернӗ, ну тата ытти те… Женя урама чупса тухрӗ. Вӑл кӑвакрах ҫӳҫ-пуҫлӑ джентльмен-доктор ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Ананий, Фома хыҫӗнче тепӗр ҫын пытанса тӑнӑ пек, ун ҫине тӗлӗнтермӗшлӗн пӑхнӑ; лешне, Фома хыҫӗнче тӑраканнине, старикӗн сӑмахне илтме асап та хӑрушӑ пулнӑ пек, унӑн асапне кура, старик киленсе кайнӑ пек туйӑннӑ. — Урӑх пӗр сӑмах та каламӑп. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн хӗр ҫӗрре пӑрахса пачӗ те чӳречене хупрӗ. Кунта тата хӗрарӑмсем те — пӗр виҫ-тӑватӑ шухӑ ҫеньорита пулнӑ, вӗсем ҫине тӑрсах хӑйсене тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса пама ыйтнӑ. Вандейӑра пулса иртнӗ пӑлхавӑн историйӗ ҫумне халӑх халлапне хушсан ҫеҫ ӑна кирлӗ пек ӑнлантарса пама пулать. Пуҫ сывӑ пултӑр та алӑ, ура тӗрӗс-тӗкӗл пултӑр. Ҫитес кунсенчех конференци пуҫланмалла пулнӑ. Ҫутӑлас умӗн самантлӑха вӑрантӑм, пуҫа ҫӗклесе, йӗри-тавра савӑнӑҫлӑн пӑхса илтӗм те — каллех ҫывӑрса кайрӑм. — Аслӑ атаман парад йышӑнать, кунта та кӗме пултарать. Вуннӑмӗш кунхине юлашки чи йывӑр экзамен — закон божий; халӗ пурте чӳрече умӗнче вӑл килессе чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Профессора ыйтусемпе аптратса, Алексей пӗтӗм палата асӑрханӑ япалана сисеймерӗ. — Тӑхта, — чарчӗ ӑна Андрей. Пӗтӗмӗшпе илсен — эпир ӑна тав тӑватпӑр. А гош! Ним иккӗленмелли те ҫук: ӑна та, куна та унӑн алли тунӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑй умне лартнӑ тӗллев патне тата ытларах ҫине тӑрса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса пыма тытӑнчӗ. Ҫуркунне ҫавӑн пек ҫӗр чи тарӑн ҫӗртме сухи туса хӑварнӑ ҫӗртен те лайӑхрах. — Эсӗ уланипех чунӗ тухса кайма пултарать. Анчах ывӑлӗ — яланхи пекех — ырхан, тӳрӗ те чӗмсӗр. Хӑйне ҫавӑн пек тыткалани унӑн кӑмӑлӗнчен мар, пӗтӗмпех хӑй йышӑнса тӑракан вырӑнта ӗҫленинчен килнӗ; ҫав вырӑнта нумай ҫул хушши ӗҫленӗрен тӑхтаса тӑма е кая юлма пӗлмен командирӑнни пек пахалӑхсем йӑлана хӑйсем тӗллӗнех кӗрсе юлаҫҫӗ. Илемлӗрех калас пулсан, пирӗн виноград лайӑх эрехсене куҫма юратать… — Вилнӗ ҫынсем хулине ҫеҫ астӑваҫҫӗ, — тет вӑл шӑппӑн, — урамӗсене ҫурчӗсене астуса илеймеҫҫӗ… — Ҫаплах ара, ыттисене тунӑ пекех тунӑ. Питӗнчен юн тарнӑ тейӗн унӑнне, шурнӑ пит ҫӑмартисем канӑҫсӑр турткаланчӗҫ, тап-таса ҫамкине тар тумламӗсем тапса тухрӗҫ. Тепӗр кунне эпӗ ҫирӗп сывлӑхлӑ ҫын пулса тӑтӑм. — Мӗншӗн хӗнеҫҫӗ? — Герцог, эсир манӑн вӑрттӑнлӑха тытма пултаратӑр-и? — тет старик йӗме чарӑнмасӑр. Пурте шӑпланчӗҫ. Йытӑ вӗрни малтан ҫывхарсах килетчӗ, унтан сахалтарах та инҫетререх илтӗнчӗ, каярахпа илтӗнми те пулчӗ… Вӑл Николай хыҫҫӑн ҫӳресе ӑҫта мӗн тӑнине асӑрхарӗ, пурнӑҫ йӗрки ҫинчен ыйтрӗ, лешӗ вара ӑна хӑй пур ӗҫе те кирлӗ пек мар тунине, анчах урӑхла тума пӗлменнине чухлакан ҫын пек айӑпа кӗнӗ сасӑпа хирӗҫ тавӑрчӗ. Урапасем тавра мулсем, лашасем, вӑкӑрсем, ӗнесемпе сурӑхсем ҫӳреҫҫӗ, вӗсене ҫамрӑк йӗкӗтсем пистолетсемпе те пӑшалсемпе сыхлаҫҫӗ. Ҫӗрле арӑслансемпе леопардсем хартлатни илтӗнчӗ. Унтан промышленноҫпа ялхуҫалӑхне ҫӗнӗ, социализмлӑ йӗркепе, ҫӗнӗ техникӑллӑ никӗспе организацилесе, Совет влаҫӗ ССР Союзӗн ҫӗр ӗҫне халӗ вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен пӗрре те ҫурӑ хут ытларах продукци паракан турӗ, индустри вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен ҫичӗ хут ытларах продукци паракан турӗ, а халӑх дохочӗ вӑрҫӑчченхи вӑхӑт шайӗнчен тӑватӑ хут ӳссе кайрӗ. — Пӳлӗмсене кӗрер-ха, — терӗ те Романенко, чӗнессе кӗтмесӗрех малалла иртрӗ. Кӗвӗҫӳ суккӑрлатса лартрӗ мана, — йывӑррӑн хӗссе кӑларчӗ Ромашов. Манӑн ҫынсене пӗр пек икӗ ушкӑна уйӑрса пиратсен карапӗсем ҫине илсе кайрӗҫ, манӑн шлюпка ҫине ҫӗнӗ команда куҫарчӗҫ. Пуринчен ытларах вӑл поварсене хаваслантарнӑ; вӑл пыр шӑтӑкне кӑтӑклантаракан шӑршӑ тухакан ӑшӑ кухньӑн ҫурма уҫӑ алӑкӗнчен, пӗр йытӑсене ҫеҫ мар тивӗҫ кӑмӑлне кура, пуҫне пырса чиксен, лешсем вара хӑйсен ӗҫӗсене пӑрахсах кӑшкӑрашса, вӑрҫа-вӑрҫа ун хыҫҫӑн хӑвалатчӗҫ. Хӑрӑк туратсем пӗр самантрах тивсе кайрӗҫ, вӑл ҫан-ҫурӑма килентерсе яракан ӑшӑ сапаласа шатӑртатса ҫунать. Ҫулҫӳревҫӗсем часах кӗпи-йӗмӗсене типӗтрӗҫ, унтан пончосене типӗтме вучах тӗлне ҫакрӗҫ. Эй, турӑ! «Кунта курӑнса тӑмӗ хуть текех», лӑплантарнӑ вӑл хӑйне: «уншӑн та тавтапуҫ». — Хаклӑ учителӗм, эпӗ политика деятелӗ маррине манатӑр эсир. Кайран, шӑлӗпе пӗчӗк ҫеҫ катӑк сахӑр катса илсе, хуҫисене пуҫ тайнӑ та «тав сире» текелесе, вӗри чей ӗҫе пуҫланӑ. Ача эпир Горн сӑмсахӗ ҫумӗнчен иртнине ӑса та илеймерӗ, анчах эпӗ, Гаррис, ӑна тӗтре ӑшӗнчен уйӑрса илтӗм. Люба нумай пулмасть Тарас патне тем вӑрӑмӑш савӑнӑҫлӑ ҫыру ҫырса янӑччӗ, хӑй ӑна юратнине, хай ун ҫине шаннине пӗлтернӗччӗ, вӑл ӑна ашшӗпе курӑнӑҫма тархасланӑ, малашне пӗрле пурӑнмалли кунсен планне эрешлесе ҫырнӑ, вӗсен ашшӗ, ӑслӑ пуҫлӑскер, пурне те ӑнланма пултарни ҫинчен ӗнентернӗ, ашшӗн пӗчченлӗхӗ ҫинчен каланӑ, ашшӗн пурнӑҫри тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ ҫинчен савӑнса хыпарланӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӗрӗ ҫине пӑхни тивӗҫлех мар пирки ӳпкелешнӗ. Волков кочегара кӗпӗрнене, ухмаха ернисен ҫуртне, ӑсатмалла пулчӗ. Пӳлӗмсенче вӑл пӗр шиксӗр ҫӳренине, шӑпах кирлӗ тӗлте пӑрӑннине е хӑйне кирлӗ япаласене ҫӑмӑллӑнах тупнине кам та пулин — уйрӑмах, ют ҫынсенчен — курас пулсан, ун умӗнче суккӑр мар, темле ӑнланма ҫук тарӑн шухӑшлӑ, таҫти тӗлсӗр инҫетелле пӑхакан куҫлӑ, калама ҫук тимлӗ ача ку, тесе шутланӑ пулӗччӗ. Йӑлт пӗтерсе хучӗҫ иккен ӗнтӗ ӑна. Юрлама пӗлейместӗмӗр эпир. Анчах та эпӗ поездсем ҫинче инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗн ҫырӑвӗсене вулаттӑм. Флоринда, кала, мистер Стумпа ҫырткаламалли паччӑр. «Каҫар, аннеҫӗм! мӗншӗн пӗтеретӗн-ха тӳрӗ чунлӑ халӑха? Театрта Панкратовпа Ольгӑна тӗл пулчӗҫ. Вӗсем килӗсене саланма пуҫланӑ чух ҫурҫӗр те иртнӗччӗ ӗнтӗ. Бак мистер пӑшалне авӑрларӗ те: «Ҫурӑлса каям та, пур-пӗр Шепердсонсенчен хӑшне те пулин персе пӑрахатӑп!» — тет. Капитан ҫине ҫавӑн пек пӑхнӑ пулсан, вӑл йывӑр выртнӑ хушӑра ӑна начар пӑхнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Хӑҫан та пулин эсир, Алексей Вениаминович, каберне сортӗнчен тунӑ пирӗн хӗрле портвейна тутанса пӑхнӑ-и? Мирон губерние, Мускава тата Петербурга кайӑк пек вӗҫсе ҫӳренӗ, киле таврӑнсан вара, Америкӑран кӳнӗ пушмакӑн сарлака кӗллисемпе хыттӑн таплаттарса, патша ҫумне сӗлӗх пек ҫыпҫӑнса ларнӑ ӳсӗр те аскӑн мужик ҫинчен хаяррӑн кулса каласа панӑ:— Ҫавӑн пек мужике — ӗненместӗп! — кутӑнлашса калаҫнӑ ҫурри суккӑр Ольга, кинӗпе юнашар диван ҫинче, унӑн икӗ ҫулхи ывӑлӗ Платон тӑрмашнӑ ҫӗрте ларса. — Кам иккенне ыйтса пӗлӗр, — темӗн асне илнӗ пек майӗпен ҫеҫ хушрӗ вӑл, унтан, ташланӑ чухнехи пек, пӳлӗм тӑрӑх урисемпе шукаласа иртрӗ. Анчах та эпир ун ҫинчен чартак ҫине хӑпарсан тин аса илтӗмӗр. Итле-ха, ҫапла-ҫке: эпӗ саншӑн тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах ҫухатрӑм-ҫке… — Куратӑн эсӗ: ачи шутласа пӑхма пӗлекенскерех мар, эсӗ ӑна, уҫӑ кӑмӑлне пула, хӗпӗртесех ҫаратасшӑн. Ҫавӑн пек ҫӗнӗ хыпар тупӑнчӗ те: хулара Кралич пурӑнать. Никам пӗлмен-палламанскер килсе пурӑнма тытӑнни мӑнастир ҫыннисене шухӑша ячӗ, хӗр-манахсем пӑшӑрханма тытӑнчӗҫ. Вӑл ман тӑван атте пулин те, усал ҫын пулнӑ, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! йӑкӑс ҫын, вӗҫкӗн казак пулнӑ… — Ҫӗр ӗҫлевҫӗ Дубцов килчӗ! — мӑкӑртатса илчӗ счетовод. Ҫапла монархсен куссине кустарса, вӗсем хапсӑннисене туса пымасан, вӗсене туса панӑ чи чаплӑ ӗҫ те ним вырӑнне те мар. Эпӗ пиратсен ҫакнашкал тискер наказанийӗ ҫинчен илтнӗччӗ: айӑплине мӗнле те пулин инҫетри пушхирлӗ утрав ҫине антарнӑ та, кӑштах тар тата пуля парса сӗм пӗччен тӑратса хӑварнӑ. — Ҫапла, килӗшмерӗ… — Ун ҫамки ҫине ҫырман вӗт… — Сид каламан пулсан, вӑл астӑвас та ҫукчӗ. — Ку кӗвӗ — вилнӗ Костьӑн чи юратнӑ япали! — терӗ те вӑл, тӗтӗме васкавлӑн ҫӑтса, каллех вӑйлах мар салхуллӑ аккорд турӗ. Мӗнле правительство-ха вӑл, — енчен ирӗклӗ негра вӑл пӗр-пӗр штатра ҫур ҫул пурӑниччен сутма юрамасть пулсан? Агафона кӳпкеме ӗлкӗреймерӗм эпӗ, эсир ӑна ҫавах пирӗн партине илнӗ, тен, ку лайӑх та пулӗ, тен, эпӗ сирӗнпе килӗшетӗп те-и. Эпӗ те хам хӑлхапах илтрӗм: ӑна ирӗке кӑларса ярсан та, Линч законӗ тӑрӑх ҫакса вӗлереҫҫӗ, теҫҫӗ. Эпир Ермолайпа пӗрле ҫыран тӑрӑх кайрӑмӑр, анчах, чи малтанах, кӑвакал, асӑрхануллӑ кайӑк, ҫыран хӗрринче ҫывӑхрах пурӑнмасть, унтан, мӗнле те пулин кая юлнӑ, айван шӑркалчӑ-кӑвакал эпир пенипе ӳкет пулсан та, майер питӗ чӑтлӑх ӳснӗ пирки, пирӗн йытӑсем ӑна кӗрсе илме пултараймаҫҫӗ: вӗсем хӑйсене хӑйсем шеллемесӗр тӑрӑшаҫҫӗ пулин те, ишме те пултараймаҫҫӗ, тӗпӗпе утма та пултараймаҫҫӗ, хӑмӑшӑн вичкӗн хӗррисемпе хӑйсен хаклӑ сӑмсисене ҫеҫ касаҫҫӗ. Малтан вырӑн тасатас пулать. Ҫавӑнпа Воропаевӑн аллисем те нӳрлӗ. Ӑна ӗҫнипе пуҫ ҫӑмӑлланчӗ, уҫӑлнӑ пек пулчӗ, пӗтӗмпех темле ҫӑраланчӗ, вара, пуҫра ҫавӑн пек ҫӑралса пынӑ хушӑра, урамра та кӑштах шӑпланчӗ, ҫемҫерех шав кӑна илтӗнчӗ, вӑл таҫта инҫетелле юхса кайрӗ те, ун хыҫҫӑн шӑпах пулса юлчӗ. Израиль патшин ӑслӑлӑхӗпе илемӗ пирки нумай илтнӗскер, ун ӑсне тӗрӗслесе пӑхас тата чӗрине парӑнтарас шутпа, пуян парнесемпе килсе ҫитнӗ вӑл хӑй ҫӗршывӗнчен. — Темӗнле салтак ыйтать сире. Берсенев чӗлӗмне ӗмсе илчӗ. — Эпӗ ҫапла шутларӑм, — тӗтӗмне ҫинҫен вӗрсе кӑларнӑ май каллех калаҫма пуҫларӗ вӑл, — сӑмахран, кам та пулсан тупӑнсан… сӑмахран, эсир, эпӗ шутларӑм… кам та пулсан унта, ҫӳлти хутра, пурӑнма килӗшсен… мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ! Йӑнӑшмалла ан пултӑр тесе, ҫакна ҫеҫ калам: вӑл ҫав тери шурӑ сӑнлӑччӗ, пит хӳхӗм ҫитӗннӗ хӗрарӑмччӗ; эпӗ вара вунтӑваттӑраччӗ. Чумсем йӗри-тавра тата темле ҫынсем, ача-пӑчасем те, ваттисем те пур. Ҫав хушӑра ҫырткаламалли илсе пычӗҫ. Е сире Иллинойсри ҫӗнӗ Радома ярас-ши?.. гм… анчах унта ҫӗр илме йывӑр ӗнтӗ. Хӗссе хураҫҫӗ-ха сире коммунистсем, така мӑйраки пекех кукӑртса хурӗҫ. Упа ҫак муклашкана ҫӑтса ярать те ҫу ирӗлет, кит мӑйӑхӗ ярт тӑсӑлса тӑрать, упа халсӑрланать, вӑл пӗтӗмпех халран кайсан, эсир ун патнех пыратӑр та сӑнӑпа чиксе вӗлеретӗр. — Анчах эсӗ те начар пурӑнатӑп теместӗн-ҫке? Акӑ ӗнтӗ ҫумӑр вӗтелсех пырать; ҫумӑр пӗлӗчӗ, кӑтрашка катрамсене пайланса, хӗвел курӑнас вырӑнта ҫуталма пуҫларӗ, пӗлӗтӗн шупка-кӑвак хӗррисем витӗр кӑшт кӑна тӑрӑ тӳпе татӑкӗ курӑнать. — Ун пек тусан вара, — генерал сӑмахне пӳлчӗ тамошня директорӗ, — ҫав вӑрӑсем хӑйсен атаманне алли-урипех ҫыхса, пирӗн алла тытса памаҫҫӗ пулсассӑн — эпӗ коллежский советник мар, киргиз таки пулӑм. — Халӗ ӗнтӗ леш ӗҫне муталанса хӑтланма та кирлӗ мар. Пӗр-пӗр ҫапкаланчӑка мамӑк ӑшне чиксе кӑлармалӑх паттӑрлӑх ҫитернӗрен мар-и эсир арҫынна тапӑнма пултаратпӑр тесе шутлатӑр? — Вӗсен манӑн ҫуртран тухса каяс кӑмӑл ҫук-и? Сасартӑк хыттӑн чӑштӑртатни тата шывра шӑмпӑлтатни илтӗнчӗ те, вӑл, ҫӳҫенсе кайса, винтовкине ярса тытрӗ. Унта, аллисемпе сӗтеле уртӑнса, Фома тӑнӑ. Манӑн хырӑм пит выҫса ҫитрӗ. Салтаксемпе матроссем алӑ ҫупса ячӗҫ. Эсир ӑҫта каятӑр вара, Давыдов юлташ?.. Корчагинӑн, «чемпион» пулнӑ пирки, санаторие пыракан кашни шахматиспах вылямалла. Ҫакӑн пек вылява курма кашнинчех нумай халӑх пухӑнать. — Ху пӗлетӗн… — Эсӗ, Давыдов, Ҫӑрттан мучи пекех пуҫлатӑн! Зинаида хирӗҫ сасӑ памарӗ. Телее пула вӑйлӑ вӗрекен ҫил ҫапӑҫу пулса иртнӗ вырӑнтан пире пит хӑвӑрт урӑх ҫӗрелле ишсе кайма пулӑшрӗ. Вӑл сирӗншӗн маяк вырӑнне пултӑр. Унтан эпир «Ивангоэ» вуларӑмӑр, — Смурыя Ричард Плантагенет пит кӑмӑла кайрӗ. — Анчах та, мучиҫӗм! — тытӑнчӑклӑрах сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ лешӗ. Юлташӗсем вӑл мӗн каласса кӗтрӗҫ. — Эсир вулама пӗлетӗр пулсан, пӗлтерӳ те вуларӑр пулсан, мана тытса паракан утмӑл пин ливр илме пултарнине пӗлетӗр ӗнтӗ. Вӑл тӑрасшӑн пулчӗ, анчах ҫавӑнтах диван ҫине ларчӗ. Мӗн тери аван пулнӑ пулӗччӗ Севастопольре иксӗмӗр пӗрле пулнӑ пулсан. — Юрӗ! — тесе килӗшнӗ вара унччен инҫе ҫула ҫӳрекенсене хирӗҫ тӑнӑ ҫынсем. Анчах та… Хӑй самай тулнӑ вӑл, чанк тӑран хӗрлӗ хӑлхисем те ҫав ҫутатакан тӳмминчен кая мар ҫутатаҫҫӗ пулмалла, вӗсем ҫавӑн пек пулмасан ӑна чечен господин теме те пулатчӗ пуль. — Ҫапла, тӗрӗс, — астуса илчӗ капитан: — эскадра шутне вунултӑ карап кӗрет, кунта вара мӗн пурӗ те саккӑр кӑна. Урапа ҫине хунӑ япалисене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫаркаласа, Огарнова ҫаплах мӑкӑртатать: — Эпӗ Ленӑн амӑшне сирӗн ҫинчен каласа патӑм та, лешӗ пӑсӑк кӑмӑлпа мӑкӑртатма пуҫларӗ: «Пурнӑҫра эпӗ хамӑн полковника телейлӗ тӑвасси ҫинчен кӑна шухӑшласа пурӑнатӑп, тет, анчах май килмест пулмалла, тет. Унта хамӑрӑн вилнӗ улпута темиҫе хутчен куркаланине те калаҫҫӗ. Эпӗ те аскӑн ҫын пулса тӑтӑм, аскӑн пулса юлтӑм, шӑпах ҫакӑ вара мана пӗтерчӗ те. Эпӗ ним те каламарӑм. Менелникӗ иртсен пӗр эрнерен ывӑлне вӑл хыттӑнах, пат татса каланӑ: — Ну, Андрей, ҫитет ӗнтӗ аппаланса пурӑнма! — Ҫук. — Силвио! — тесе кӑшкӑрса ячӗ граф хӑйӗн вырӑнӗнчен сиксе тӑрса. Аэлитӑн кӗрӗкӗ ҫинчи юр пек шурӑ ҫӑма ҫил тӑрмалать. Акӑ бокал тытнӑ ашшӗ ура ҫине тӑнӑ, пурте шӑпланнӑ. — Тупписем пурте пур иккен-ха ун ҫинче, — асӑрхаттарса илет сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ ача, карап патӗнчен ишсе иртнӗ май, ун ҫине пӑхкаласа илсе. — Ну, — терӗ вӑл, — курмастӑн-и мӗн? — Ыран парса яма ирӗк парӑр эппин, — терӗ тарласа кайнӑ офицерӗ, ура ҫине тӑнӑ май пикенсех пуш кӗсьине ухтарма тытӑнса. Ҫакӑнтан шхуна Рейкиянесс сӑмсахӗ тавра ҫавӑрӑнса иртмешкӗн уҫӑ тинӗспе пычӗ. Ҫав сӑмсах Исландинчи хӗвеланӑҫӗнчи кӗтесӗн вӗҫӗ пулса тӑрать. Вӗсем икӗ тӳрӗ моряка вӗлерчӗҫ ӗнтӗ. Томпа Алан хыҫҫӑн мӗншӗн вӗсем мана та вӗлермӗҫ-ха? Ку тинӗс ҫар офицерӗ пулчӗ, кӑкӑрӗ умне вӑл Георгиевски хӗрес ҫакса янӑ, халь кӑна блиндажа пырса кӗчӗ те вӑл, хӑйӗн батарейӗнчи ҫӗр айне пулнӑ икӗ амбразурӑна юсама тесе, генералран рабочисем пама ыйтрӗ. Сарӑ аллипе сухалне юсаса, ҫулӑ тутине кӑтартса, старик купецсен пурнӑҫӗ ҫинчен калама тапратать; суту-илӳре ӑнӑҫусем пулни ҫинчен, ӗҫке яра панисем ҫинчен, чирленисем ҫинчен, туйсем ҫинчен, арӑмсемпе упӑшкисем пӗр-пӗрне улталанисем ҫинчен. Улӑхра пӗр сасӑ янӑрарӗ: — Чугунҫул патнелле! Кала эсӗ ӑна, туйне те хатӗрленеҫҫӗ, те, анчах пирӗн туйра кӗсле-тӑмра таврашӗ пулмасть, те; кобзасемпе сопилкӑсем вырӑнне дьяксем юрлӗҫ, те. Ҫаксем пурте Артура калама ҫук хытӑ савӑнтарчӗҫ, студентсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫнӑ чи тӗлӗнмелле ӗҫсем те ӑна чӑн-чӑнах пулма пултаракан, пурнӑҫа кӗртме май пур япаласем пекех туйӑнчӗҫ. Унӑн пуҫӗ тӑрринчех килпетсӗр чул катрамӗ ҫинче кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тухнӑ хайхи пӗчӗкҫӗ ача, паҫӑр хӗрарӑм ҫумӗнче пулнӑскер, хускалмасӑр тӑрать; мӑнтӑрккаскер, мӑкӑрӑлчӑк пысӑк хырӑмлӑскер, ҫинҫе ураллӑскер. Анна Васильевна вӑл чиртен мӗнле сипленнине ыйтрӗ, анчах ӑна Стахов ответ памарӗ; Анчах ку пурпӗрех ӗнтӗ. Эпӗ час-часах ҫапла хӑтланатӑп. — Вӑл хӑй вӗлермен-и вара? — тесе кӑшкӑрать Кольхаун ҫывӑхӗнче тӑракан пӗр чунилли. Андрей лачкам тара ӳксе, мӗнпур вӑйне пухса утать. Ӑна темиҫе хут та карланкинчен юн пӗрхӗнсе юхакан пуличченех хӗненӗ. — Ку эпӗ, Джиан Баттиста. Ҫара уралӑ хӗр пӗр аяккинче подноспа чей чашкисем тытса тӑрать. Тепӗр тесен, мӗнех?.. Ача ҫухӑрса янӑ, калла ҫавӑрӑннӑ та сӑрт ҫинчен аялалла чупса аннӑ. Акӑ епле ӗҫсем! — Эпӗ Флинт ҫинчен илтнӗ-и? — кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Сӑмах паратӑр-и эсир? Вӑрӑм ҫула тухсан, яланах тенӗ пек, ҫапла пулать: пирвайхи ик-виҫӗ станцӑран иртиччен ҫыннӑн шухӑшӗсем хӑй ҫула кайма тухнӑ вырӑнтах пулаҫҫӗ; унтан шухӑшсем сасартӑк, ҫул ҫинче кӗтсе илнӗ пӗрремӗш иртен пуҫласа, ҫулҫӳревӗн тӗллевӗ патне куҫаҫҫӗ те унта пуласлӑхӑн тӗлӗнмелле керменӗсене купалама пикенеҫҫӗ. Кумӑн арӑмӗ пек ытарайми хӗрарӑмсем ҫут тӗнчере сахал мар Хӑйӗн упӑшки пекех, нихҫан та килте лармасть тесен те юрамалла ун ҫинчен, кунӗпех тенӗ пек куммисемпе пуянрах пурӑнакан карчӑксем патӗнче вӑхӑт ирттерет, апат тесен пӗтсех каять, мухта-мухта ҫиет, упӑшкипе вара ирсерен ҫеҫ вӑрҫать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна хушӑран ҫеҫ, ҫав вӑхӑтра кӑна тӗл пулкалать. Халӗ эпӗр Ненарадовори ырӑ помещиксем патне таврӑнар та вӗсем патӗнче ӗҫ мӗнле пынине курар. — Сывах, сывах вӑл, Колчо бай! — терӗ Рада та, аран сывлӑш ҫавӑрса. — Ҫын ултӑ самах ҫеҫ калама пултарать: чак, йӗнер, ещӗк, ҫил-тӑман, Абрам. Ҫав Огняновранах мар-и? Балканран аннӑ пӑлхавҫӑ шӑпах ҫавӑ мар-ши эппин? Сирӗн кашни уттӑр маншӑн паллӑ. Хушӑран ҫурҫӗр енчен тӑман килсе юр ҫуса лартнӑ, сивӗтсе пӑрахнӑ, ик-виҫӗ кунранах ӑшӑтма тытӑннӑ. Алёшенька, неушлӗ ҫаксене пурне те… эсир хӑвӑрӑх турӑр? «Макари» штирборт ҫине тайӑннипе вӑл шӑтӑксем тинӗсрен ҫӳлерех ҫӗкленнӗ, ҫавӑнпа та трюма шыв кӗме пултарайман. Вӑл ман ҫумма пырса ларчӗ, мана тӑма памасӑрах сӑмах пуҫларӗ. Эпӗ кун йышши усал ҫынсене пулӑшнипе вӑл кӑшт мухтаннӑ та пулӗччӗ, мӗншӗн тесен тӑлӑх арӑм йышши ырӑ ҫынсем пурте тӗрлӗрен йӗксӗксемпе ултавҫӑсене пулӑшма юратаҫҫӗ. Кам вӗҫет? Давыдов — правленире, Ванюшка Найденов — штабра списоксем тӑрӑх, тырӑ хывмалли пункт панӑ квитанцисем тӑрах шыраса чакаланаҫҫӗ, тӗрӗслеҫҫӗ, тӗрӗс мар сведенисем парса, кутӑнланса тӑракан ҫынсен суйине палӑртаҫҫӗ: вӑрлӑхлӑх тырӑ хӑйсен килӗнчех иккен. Вӑт ҫын пулать, — ашшӗ-амӑшӗнчен тунката пекех ҫуралнӑ иккен. Фома, хуллен кӑна алӑка уҫса, Щуров йышӑннӑ номере кӗнӗ те, хуҫана хисеп туса, алӑк патнех чарӑнса тӑнӑ. Номер пӗчӗккӗ пулнӑ, унӑн пӗртен-пӗр чӳречи витӗр, кӳршӗри ҫуртӑн тутӑхнӑ ҫивиттийӗсӗр пуҫне, нимӗн те курӑнман. Щуров тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑнӑ пулнӑ, вӑл, аллисем ҫине тӗреленсе, кровать ҫинче ларнӑ; ҫӗрелле пӗшкӗнсе пӑхнипе, унӑн вӑрӑм та шурӑ сухалӗ чӗркуҫҫийӗсем ҫинче тӑсӑлса выртнӑ. Питӗ сайра канатӑн, — терӗ. Вӗсем чуптуса илчӗҫ, тепӗр хут, унтан кӑшт чарӑнса тӑчӗҫ те виҫҫӗмӗш хут чуптурӗҫ. Эпир ҫӑкӑра ӑна виҫмесӗр ҫиме, виҫесӗр тӑккалама хӑнӑхнӑ. — Сывлӑх сунатӑп! — терӗ Рыбин, сӳрӗккӗн кулса илсе. Уйрӑмлӑхӗ ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: Флоринда вӑл ҫавах та чӗрӗ чун пулнӑ тата ыйтусене хирӗҫ ответлеме пултарнӑ. Тепӗр минутран пурте махорка мӑкӑрлантарма пуҫларӗҫ. Эпӗ, паллах, нимне те ӑнланса илеймерӗм, анчах хам вырӑн килӗшӳллӗ маррине старик те чухланине сисрӗм те, манӑн вара часах старикпе ним пытармасӑр тумасӑр килӗштерес ӗҫ майлашрӗ карӗ. Эпӗ те куҫа хупсах хамӑн аннене палласа илетӗп. Калаҫасса Ежов металл сассиллӗ альтпа калаҫнӑ, хӑйӗн сӑмахне гримасӑсемпе, жестсемпе ӑнлантарса пынӑ, кунсӑр пуҫне, час-часах вӑл пӗр хӑй анчах ӑнланакан сӑмахсемпе уса курнӑ. Тен, вӑл манпа ҫавна пула ҫапла калаҫрӗ?..» Эпӗ чылаях аслӑ пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм. Вӑл канлӗх кӳрекен, савӑнтаракан мӗнпур япаласене пӗлсе тӑратчӗ, вӗсемпе усӑ курма та пултаратчӗ. Ун чухне эпӗ инвалидсен эртелӗнче ӗҫлемен. Ҫавна эпӗ ҫеҫ мар, ыттисем те асӑрханӑ. Пуян вӑрӑ-хурахсем кирлӗ пек тумтирне малтанах хатӗрлеҫҫӗ пулсан та, халлӗхе ӗнтӗ Гекӑн ҫӗтӗк-ҫатӑкӗсем те юраҫҫӗ. Лятьевский ҫенӗке тухрӗ, хулпуҫҫирен Островновӑн кивӗ аҫамне уртса ячӗ, алӑк ҫурӑкӗнчен пушӑ тӑкӑрлӑкалла пӑхса илчӗ. — Нимех те мар. Анчах каллех пӑшӑрханма тытӑннӑ Рада ӑна ним те каламарӗ. — Ыр кӑмӑллӑ айвансем… — Кунта ӑшӑк вырӑн пулмалла, — терӗ вӑл Том Аустина. Ан тивӗр мана, ан тивӗр! Служба уссишӗн тесе, ӑна хӑш чухне пӗр ротӑран теприне куҫараҫҫӗ, вӑл вара ҫав чи-чи йӗркесӗр, пӑрахӑҫ командӑсенчен ҫур ҫул хушшинчех йӑрӑслӑх-чиперлӗх те итлеслӗх-пурнӑҫласлӑх тӗлӗшпе лайӑх ӗҫлекен пысӑк машина евӗрех туса хурать, — начальник умӗнче чӗтӗреслӗхпе витӗрех касӑлтарнӑ, тейӗн ҫав. Эпӗ кӑмрӑк ватма каям пек тӑвӑп. — Акӑ тата! — Каяс, каяс! Эпӗ кунта нихҫан та килмен. Унччен те пулмарӗ, хӗреслӗ ҫул тӗлне ҫитсен, вӗсем, хӑйсем пекех, алӑран алла тытӑнса пыракан тепӗр мӑшӑра хирӗҫ пулчӗҫ. Майор евӗрлисем ҫак виҫерен тухнӑ тухатмӑшсем ҫине нимӗн те пулман пекех ҫавӑрӑнса та пӑхмаҫҫӗ; — Святой атте, паллах, ырӑ тӑвасшӑн пире. Анчах реформӑсене анлӑ туса ирттерме пултарайӗ-и вӑл? — ку тепӗр ыйту. Халӗ ӗҫсем лайӑх пыраҫҫӗ-ха. Вӑл тепӗр ҫур сехетрен, сӗм тӗттӗм пулса ҫитсен тин таврӑнчӗ, кӑвайт вуттинчен аяккарах кайса ларчӗ. Вӗсенчен кая тӑрса юлас мар тесе манӑн васкамалла пулчӗ, эпӗ хам юлташӑмсене епле те пулин куҫран ҫухатасшӑн мар. Эс унта, сывлӑшра, маттур совет вӗҫевҫисене канма кансӗрлеме юраманнине кӑтартса пар! — Мисс, эсир ҫавӑн пек тусан, унӑн аппетитне пӑсасран хӑратӑп эпӗ. Малалла сывлӑшсӑр пушлӑх каять-ҫке, унта самолетсем вӗҫме пултараймаҫҫӗ. Мӗн усал тӑваҫҫӗ вӗсем сире? Вӑл ман ҫине, тӗрӗсленӗн, шанмасӑртарах пӑхрӗ. Дворник те чарӑнса тӑчӗ: — Шалт аптраса ҫитнӗ вӑл, унӑн кӗписене чуптума пуҫланӑ… Пичче пур енӗпе те ответ тупса пычӗ. Вӑл хӑйне хӑй тытса чарас, кӗтмен ҫӗртен килсе тухма пултаракан хаярлӑхне пусарас, мӗнле те пулин усал ӗҫ тума пултарассине сирсе ярас тесе пӗтӗм вӑйне хучӗ. Хам илсе килекен какайпа тӑранса пурӑнакан ҫынсем мана ҫурт туса парсан питӗ вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫылӑхран ан хӑра эс — ҫамрӑк чухне. Ҫакӑн ҫинчен постановленине ялан пӗр кӑмӑллӑ пулса йышӑнаҫҫӗ. — Мӗн тума тет тата! Ҫав кун каҫхинех Иван Никифорович патне Агафия Федосеевна килсе ҫитрӗ. Ун пек пулсан, — терӗм эпӗ, — хӑвӑн арӑмна икӗ ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ юратма пулать, арҫын вара… Иван Иванович ҫакӑн хыҫҫӑн туйипе ҫӗлӗкне илчӗ те урамалла уттарчӗ; анчах, урама тухсанах, хӑйсем хирӗҫсе кайнине асне илсен, сура-сура каялла таврӑнчӗ. Меркурий ҫинче атмосфера ҫук пулмалла. Тӗттӗмре ҫапла Бойчопа юнашар тӑрса, Цанко арӑмӗ «Турӑ комединчи» Беатричене аса илтерчӗ, Беатриче те Дантене тамӑкра кам-кам пурӑннине черечӗпе кӑтартса ҫӳренӗ чух кашнин историне кала-кала парать. — Эсӗ, анне, лайӑх ҫын… Ҫавӑн пек саламсене таҫта инҫете, хӑйсене палламан та чӗлхине пӗлмен ҫынсем патне ярса, вӗсем ҫав хӑйсем пӗлмен, палламан ҫынсем вӗсен савӑнӑҫне ӑнланнине шанса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫӑмӑллӑн сывласа илсе, вӑл пупа чей ӗҫме чӗнчӗ. Вӑл мелке тытрӗ те лӑпкӑн ӗҫлеме тапратрӗ. Йывӑр йӑтнӑскерсем эпир хамӑрӑн хатӗрсене форт патне ҫитерсе хӳме урлӑ пӑрахрӑмӑр. Германие капитуляциленӗ хыҫҫӑн пулса пынӑ событисем Гитлер государствине кӗнӗ ҫӗршывсем хушшинчи отношенисене кӑна мар, кашни ҫӗршыври классем хушшинчи отношенисене те тӗпренех улӑштарнӑ, ҫав событисем халлӗхе ним йӗркесӗр те паллӑ мар пулнӑ. Тӗттӗм пула пуҫласанах эпӗ казака чей вӗретме хушрӑм, ҫурта ҫутса ятӑм та, ҫул ҫинче туртмалли чӗлӗмӗпе тивретсе, сӗтел умне пырса лартӑм. — Арҫын сассисем илтӗнеҫҫӗ, унтан хӗрарӑм сасси илтӗнет… Юланутсенчен хӑрамалли ҫук пулсан та, мексиканец хӗрӗ халь вӗсемпе хирӗҫ пуласшӑн пулман. — Ҫав Ромашова ним чухлӗ те кӑмӑлламасть вӑл. Ҫапла эппин, кирек кам та хӑйӗн саккунне тытать. Сана халех илмеҫҫӗ пуль-ха… Ҫавӑн пек пике… Курӑнми ачаш хумсем ҫав-ҫавах чарӑнми чупаҫҫӗ, вӗсем унан ӑшне кӗрсе тулнӑн туйӑнать ӑна, мӗншӗн тесен ҫав хум тапписем хӑйӗн чунне хускатса янӑ юн таппипе пӗрлех пӗрре ҫӗкленеҫҫӗ, тепре пусӑрнаҫҫӗ. Вӑл пулман пулсан, ӑҫта ҫитсе лекеттӗмӗр эпир, шухӑшлама та хӑрушӑ! Унтан пирӗнтен йӗркерен мӗн туса пурӑнни ҫинчен, мӗнле ӗҫре тӑни ҫинчен ыйтма пуҫларӗ. — Сире курман хушӑра эсир калама ҫук улшӑннӑ… Фотографисемпе ӳкерчӗксем ҫинче питӗ илемлӗ те кӗрнеклӗ хула тухса тӑрать, ҫав хулара вӑл пӗр уйӑха яхӑн пурӑнчӗ пулин те, пурпӗрех ӑна пӑхса ҫаврӑнаймарӗ. Манӑн чӗн тата пӗр вӗҫӗмрен салтӑна-салтӑна каять. Пурте аллисене шӑрҫасем тытса чӗркуҫленсе ларчӗҫ. Мӗн пек ырӑ-тӑр халь урасене хуҫлатса вырӑн ҫинче чӗлӗм турткаласа выртма; выртасчӗ те, тутлӑн кӑна тӗлӗрсе, раштав ячӗпе чӳрече умне пухӑнса юрлакан хаваслӑ йӗкӗтсемпе хӗрсен сассине итлесчӗ. Аким мучи те пӗр сас-хура кӑлармасӑр ҫара шӑлтунине кӑтартса тути-ҫӑварне йӗрсе ларать; кинеми кӑна, хӑлхи илтмен пирки калавӑн ҫуррине те илтеймесӗр юлнӑскер, темшӗн йӗрсе ячӗ те куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ хӗп-хӗрлӗ куҫӗсене шӑлкаласа, селӗппӗн шапӑлтатрӗ: — Апла пулшан, лекрӗ эппин мӗшкӗн! — Эсӗ пӗлместӗн-им вара эпӗ кам иккенне? Унта пур карчӑксем те хӑйсене мӗн кирлӗ мар, ҫавна кӑларса тӑкаҫҫӗ». Ҫак йӑла-йӗрке иртсе кайиччен пирӗн картишӗнчех лармалла пек туйӑнчӗ маншӑн. Мганнга пирога-кимӗ тӗпне хӑй ҫӗклемне асӑрхануллӑн хучӗ, ҫӑмӑл кимме шывалла тӗртсе хӑй ларчӗ, хӑвӑрт юхакан шыв ӑна хӑй ытамне илсе юхтара пуҫласан, вӑл уҫӑ сасӑпа:— Капитан, Уэлдон миссиспа ун ывӑлне сирӗнпе паллаштарма ирӗк парсамӑр! Арӑм хӑй те ҫавнашкалах тӑватчӗ. — Паян манӑн аппа килет! — пӗлтерчӗ Николай. — Эсир пурне те отрицать тӑватӑр, е, тӗрӗсрех каласан, эсир пӗтӗмпех аркататӑр… Пурне те йӗркелесе ҫитертӗмӗр кӑна — юр ҫума пуҫларӗ. Револьверне хыпашласа тупсан, ура ҫине тӑчӗ, алӑкне шӑппӑн уҫрӗ, ҫарранах галерее тухрӗ. Вӑл Испани чӗлхине вӗренме шухӑш тытни халь ӗнтӗ мӗн пек телей пулчӗ! Эпӗ ҫапла шухӑшласа пынӑ вӑхӑтра хам иртсе пыракан магазин умне карета ҫитсе чарӑннине куртӑм. — Санӑн пурте ырӑ ҫынсем… Турттарса кайнӑ тетӗн-и? Ихтиозавр хӑйӗн йӑвине тавӑрӑнса выртрӗ-ши, е вӑл каллех тинӗс ҫине тухӗ-ши? Малтанлӑха вӑл хӑйне хӑй Екатерина Михайловнӑран именкелесе тыткаларӗ, каярахпа лешӗ унпа юлташла калаҫнине кура хӑюлӑланчӗ. Ҫаптараҫҫӗ ӑна… ҫаптараҫҫӗ пулӗ… Пӗчӗк чӳречерен унӑн ҫӑмламас утиялӗ ҫинче выртакан аллине ҫутӑ кӑтӑклать. Ну, халь кала ӗнтӗ, мӗншӗн эсир ҫынсенчен хӑратӑр? Эпӗ ӑна пӗркун та курнӑччӗ-ха. Мӗн ҫинчен шухӑшларӗ вӑл, ҫак вӑрӑммӑн тӑсӑлакан минутсенче унӑн пӗрмекленсе пӗтнӗ ҫӳллӗ ҫамки айӗнче мӗнле шухӑшсем шурӗҫ, — паллӑ мар. — Эпир культурӑллӑ ҫынсем, ҫаксем ҫинчен килӗштерсе калаҫсах татӑлма пултаратпӑр. Кухньӑ алӑкӗ патӗнче, хӗвел шӑпах пӗҫертсе тӑнӑ ҫӗрте, пӗр чалӑш куҫлӑ ҫын тӑрать, Мунчо тусӗ вӑл, ун пекех ӑсран кайнӑ ҫын, мӑнастирте пурӑнать. Хӗвелтухӑҫӗнчен ерипен кӑна кӗрхи вӑйсӑр шурӑмпуҫӗ хӑпарать. Пӑван чӗтресе илчӗ. Витӗр курӑнакан эрех тумламӗ вӑраххӑн пӳрне ҫинчен алсыппи патнелле куҫать. Сыхлан, вӑл сантан выляса илет! Вӗрентес пулать сана. Михайла мучи патӗнче хӑнара пурӑнма тытӑннӑранпа виҫҫӗмӗш кунне, ирхине, старик Алексее татӑклӑн каларӗ: — Пыйтланнӑ эс, Алёха, тислӗк ҫинчи нӑрӑ пекех. Лантенака хӑтарса Францие тӑшмана сут». — Неушлӗ… Пирӗн ырӑ Андрей Петрович ҫакӑн пек пӑлханнине эпӗ нихҫан та курманччӗ-ха. Пӑшалтан-мӗнтен пени ниҫтан та илтӗнмест. Анчах Широкогорова совхозра тупаймарӗҫ. — Эсир Корытова ан итлӗр, вӑл ухмахлантарать ҫеҫ, уйрӑм ҫурт ыйтӑр. — Эпӗ ҫапла шутларӑм — сана кӳрентерекен ҫын питӗ ухмах пулать! — тесе хучӗ Николай, пуҫне хускатса. — Пӗлместӗп, — терӗ вӑл, чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Королле ҫӑмарта хӑпартни, — тет вӑл тӗлӗнтерес ӗмӗтпе. Ҫак килхушшинчен, тен, паян пирӗн вилесене илсе тухӗҫ. Негоро текех Дик Сэнд пуҫпулнине хирӗҫлемерӗ. — Пӗлместӗп! — терӗ амӑшӗ. Кунсӑр пуҫне, пансем, сире малтанах ҫакна каласа хуратӑп: походра кам та пулин ӗҫсе ӳсӗрӗлсен, уншӑн нимӗнле суд та пулмасть: кирек кам пулсан та, пӗтӗм ҫарти чи маттур козак пулсан та, ӑна йытта кӑкарнӑ пек мӑйӗнчен обоз ҫумне ҫыхса лартма хушатӑп; ӑна ҫавӑнтах йытта пӗрсе пӑрахнӑ пек персе пӑрахатпӑр, унтан шӑтӑк чавса пытармасӑрах кайӑксене ҫиме ывӑтатпӑр, мӗншӗн тесен, походра ӗҫсе ӳсӗрӗлекен ҫын христиана пытарнӑ пек пытарнине тивӗҫлӗ мар. Сирӗн те, Нагульновпа иксӗрӗн, халӗ ӗлӗкхи самана маррине, авалхи йӑласене пӑрахма кирлине ӑнланма вӑхӑт ӗнтӗ… Тепӗр тесен, ҫак йывӑр ӗҫпе пиҫӗхнӗ ҫынсем ниҫта та тиркемерӗҫ. Ҫанталӑк ҫакӑн пекех аван тӑрсан, — кунӗсем вара халь шӑрӑх та уяр, — ҫул тӑршшӗпех вӗсем палуба ҫинче выртса тӑма пултараҫҫӗ. — От-т-вет питех те ҫӑмӑл, сирӗн преосвященство: май пулсан таратӑп. Ӑна мӗн ҫинчен те пулин калама пуҫласа вӗҫне ҫитичченех каламарӑн-тӑк, турӑ кӑна сыхлатӑр сана! Ҫав ҫынсене хӗрхенесси мана та пушшех канлӗх памасть. Эпӗ асапланатӑп, анчах ӗлӗк эпӗ вилӗ пулнӑ, халь ҫеҫ вара эпӗ чӗрӗ. Унӑн юлашки ҫыруне эпӗ хӗлле, Великие Луки патӗнчен илнӗччӗ. Ниепле те пултараймасть. Мускав хыҫала тӑрса юлать. Ҫумӑр кансӗрлемесен, уярта ҫулса пӗтерсен — кӑҫал утӑ тем чуклех пулать! — терӗ Агафон Дубцов, Давыдовӑн пысӑк мар кабинетне кӗрсе, ывӑннипе сак ҫине ват ҫынла кӗхлетсе ларса. Унтан, тепӗр икӗ кунтан, каллех асап курма ҫав тӗлех пынӑ. Ҫӗр айӗнчен тупнӑ ҫав япаласем пирки Францире ҫеҫ мар, Англипе Германире те нумай шавланӑ. — Пӑх-ха, епле сиксе анчӗ вӑл, ӑна чӑнах та чӗрӗ урасем туса лартса панӑ пек. Чӑтма ҫук ӗҫес килнӗ. Мана тӗл пулнӑшӑн турра тав тӑвӑр. — Эсир вӑл мар вӗт, ҫапла-и? Ҫамрӑк эсӗ, итлемеҫҫӗ ӗнтӗ сана, хисеплемеҫҫӗ… Ҫак прорыва пӗтерме поляксен командованийӗ питӗ васкавлӑн ударлӑ группа туса хурать. — Тен, ку ман секкундантсем дуэль йӗрки-мехелӗпе таврӑннӑ?» Игнатьева чӗнсен, вӑл ӗҫ пур, тесе, пӑрӑнкаласа пычӗ. Чашӑк-стакан шакӑртатнине илтсе, амӑшӗ ӗҫ ҫинчен аса илчӗ. Мӗнех вара? Батальонта служить тума пуҫласан, малтанхи эрни лӑпкӑнах иртсе кайнӑ: ҫын ҫӳремен ҫулсемпе чакса килнӗ, тӑшмана курман та вӗсем. Ҫук, атте! Хальхи вӑхӑтра, ҫавӑн пек принципсене хыттӑн каласа, «хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑлӗ ялавне ҫӗклӗр те, наукӑна тӗренӗр» тесе, ялав ҫӗклеттерни чи малтан тумалли ӗҫе пӗтерсе хуни пулать. Эпӗ, ҫуллахи пӗлӗтлӗ кунӑн пӑчӑлӑхӗпе халран кайнӑскер (ҫакӑн пек кунсенче, тепӗр чухне, ҫул ҫук вӑхӑтра пушшех те ӗнтӗ, шӑрӑх тата та чӑтма ҫук усаларах пулни паллӑ), шалтӑркка урапапа сунартан таврӑнаттӑм. Вӑл вӗсене ҫавӑнтах антарчӗ, анчах куҫсенчи ҫӗнтерӳ хаваслӑхӗн палли мӗн тери сисмелле мар ҫиҫсе курӑнми пулсан та ӑна пурпӗрех Джон Мангльс куҫӗсем тытса юлчӗҫ. Джон Мангльсӑн «Британи» ҫинче пулнӑ боцмана ӗненмелле мар тесе систерекен туйӑмӗ татах та ӳсрӗ. Айртон ҫул ҫине васкавлӑн хатӗрленме пуҫларӗ. Малтанах Панков ман ҫине хирӗҫлерех, тӑшманларах та пӑхатчӗ, ман ҫине хуҫа пек кӑшкӑркаласа та илетчӗ, анчах ку унӑн часах пӗтрӗ. Унӑн пурӑнас кун-ҫулӗ те вӑл каланӑ сӑмахсенчен ҫеҫ тухса тӑрать тейӗн. Унӑн ачапча куҫӗсене ҫавӑнтах Гарри Грантпа пулса иртнӗ хӑрушӑ сценӑсем курӑнма пуҫларӗҫ. Пур ӗҫе те майлаштартӑм, тесе калама килтӗм эпӗ. Вӗсем кашни ялтах, кашни ҫул ҫинчех… Лешӗ, ҫӗнӗ хыпарсене пӗлес килнипе, хӑйне чӗнессе тахҫанах кӗтсе, вӗтеленсе тӑнӑ-мӗн. Мӗн япала-ши вӑл? Чӗрӳне вара, калам сана, ирӗк ан пар… — Ия, ия, — тесе ответлеме васкарӗ нимӗҫ, хытӑ сасӑпа ыйтнинчен хӑраса кайнӑскер, — шывпа хутӑш виски тем чухлех, тем чухлех. Буксирная Голова туран ҫурҫӗр енче эпӗ отлив вӑхӑтӗнче типпе юлнӑ сарӑ хӑйӑрлӑ вӑрӑм еюва куртӑм. Халӗ виҫӗ минутсӑр вуннӑ. Шуйттан илесшӗ, шухӑшлама кӑна! — Лаша мӗн хак тӑрать вара? Нумайӑшӗ лашасем патне ыткӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлнелле хырӑм выҫҫи мана хытах аптӑрата пуҫларӗ. Ҫапла тӑвӑпӑр: эпӗ сире питӗрсе илетӗп, эсир тӗттӗмре вӗсене сыхласа ларӑр, килсенех пурне те персе пӑрахӑр; ыттисем кунта пулччӑр; йӗри-тавра саланӑр та итлесе ҫӳрӗр: килмеҫҫӗ-и вӗсем. Вӑл тӳрех хӑйӗн векселӗсем ҫинчен калаҫма, хашлатма, чухӑнлӑхне асӑнма, мӗскӗнленсе йӗрмӗшме тытӑнчӗ, анчах пӗрре те именсе тӑмарӗ: ҫавӑн пекех хыттӑн табак шӑршларӗ, ҫавӑн пекех пукан ҫинче ҫаврӑнкаласа, пӑркаланса ларчӗ. Эсӗ медицинӑран кулатӑн пулсан та, мана юрӑхлӑ канаш пама пултарасса пӗлсех тӑратӑп. Крыльца умӗнче сарлака, шурӑ сухаллӑ ҫын тӑрать, вӑл хӑйӗн сенкер куҫӗпе амӑшӗн питӗнчен ҫав тери тинкерсе пӑхрӗ. Калаҫнӑ чух Шапошников хӑрушла пекех пулса каятчӗ. Ҫырура кӑвак кӑранташпа ҫырнӑ шултра саспаллисем: «Хӗрача, килне таврӑнсан никамран та ан хӑра. Чӑнклатса-чӑнкӑртатса илчӗ те хӗҫ, ҫивӗччӗн шӑхӑрттарса, ун пуҫӗ тӑрринче ялтӑраса та ҫуталчӗ. — Анна Сергеевна мӗнле-ха? — терӗ малалла Аркадий. Хӗр уйрӑлса кайсан, эпӗ Григорий Александровичран: «Ну, мӗнле пек?» — тесе пӑшӑлтатса ыйтрӑм. Петко Базуняк бая тытса каймаҫҫӗ ав. Сывпуллашнӑ чух аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, пӗр самантлӑха вӑл ӑна хӑйӗн аллинче тытса тӑчӗ. Кукамайпа та калаҫса пӑхмалла пулать. Эпӗ кун ҫинчен час-часах шухӑшлатӑп!.. Ҫапла, ҫапла, паллах, турӑ, — тавӑрчӗ Гаррис ҫӳлти турра ҫӗр ҫинчи ӗҫсене хутшӑнма ирӗк паман ҫын сассипе. Час-часах вӑл Артём патӗнче пулать, унпа пӗрле вагонсем пӑхма кайса ҫӳрет, мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать. Сывӑ пулччӑр, апла пулсан, Аннушкӑсемпе Зойӑсем, вӗсемпе пӗрлех Августина Христиановнӑсем те! — Ҫук-ха. Ҫавӑн хыҫҫӑнах ҫамрӑк сасӑсем тӑпӑлтатма тытӑнса васкавлӑн, ним тума аптранӑ пек таҫталла ыткӑнчӗҫ: унтан каллех хытӑ, хаяр сасӑ кӑшкӑрса ярса вӗсене пурне те путарса лартрӗ. Грэй тата Гэнтер чи малтан килӗшрӗҫ. — Ҫук, Степан. Ав каллех леш Алексашка килсе ҫитнӗ, эй хуртсем… Ҫакнашкал асӑрхаттарусем тунӑ хыҫҫӑн тин эпӗ гуигнгнм текен хисеплӗ халӑхӑн представителӗпе хам мӗн пирки калаҫнисем ҫинчен пӗлтерме килӗшетӗп. — Il fаut avouer due les votres ne se mouchent pas du pied non plus тет кавалерист, пуҫ тайса тата хӑйне ҫав тери тӗлӗнмелле ӑслӑ ҫын вырӑнне хурса. Шурӑ ҫӗлӗкне ҫамки ҫине пусса лартнӑ Половцев кастарнӑ такана авӑнчӑк мӑйракин картлӑ-картлӑ сивӗ кукрашкинчен ярса илет, ӑна йӑвантарать те тӑсса пӑрахать, кӑкӑрӗпе пусса выртать, унӑн пуҫне каҫӑртса хурать, пырне ҫӗҫӗпе касса татать, палкаса тухакан хура юнне юхтарать. Оленин вӗсем «абрексем нумай» тесе каланине ӑнланчӗ. Ҫанталӑкӗ калама ҫук аван. — Хӗр хутать. Чӗри хӗсӗннине, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫне туять. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн храмра шӑпах пулчӗ. — Мӗнле лӑпкӑ ларчӗ вӑл сирӗн аллӑрта, — терӗ Феничка ҫурма саслӑн. Телейсӗр юрату та Ун пурнӑҫне татман. Хӑрушӑ тытамак та Ӑна ҫапса хуҫман. Акӑ кӗҫех вӑл та курӑнса кайрӗ. Вӑл, пӗчӗкҫӗскер, курпунланнӑскер, хӑйӗн ешӗл бархатран ҫӗлетнӗ пальтине тӑхӑннӑ, шартлама сивӗре — зонтик тытнӑ! Аллинче — уйрӑлма пӗлми сумки. Унтан Лукашка каллех шӑхӑрса ячӗ те, туратсем ҫинчен ҫулҫӑсене таткаласа, кордон патнелле кайрӗ. — Доктор Ливси килте-и, — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Ку кӑна та мар-ха, — терӗ калаҫӑва хутшӑнса Джино ятли: — кардинал пурне те укҫа валеҫсе парать ҫеҫ мар, — вӑл хӑйӗн вӑхӑтне яланах чухӑн ҫынсемпе ирттерет, чирлӗ ҫынсене мӗнле пӑхнине асӑрхать, иртен пуҫласа каҫченех жалобӑсемпе ыйтусене итлет. Старик пичӗ тӗксӗмленчӗ. Колоннӑна хӗрача ертсе пырать. Вӑл хӑйӗн йӗркесӗртерех тӑраткаланӑ ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне хутран тунӑ ылтӑн уйӑх чиксе лартнӑ. Акӑ мӗн кала эс — мӗнле ӗҫпе пурӑнтӑн ҫак ҫулсенче? — Эсӗ мӗн кунта тӑратӑн? — ыйтрӗ вӑл. Вӑл пӑхмасӑрах укҫине илчӗ те юлташӗсем патнелле утрӗ. Виктори провинцийӗ 1864 ҫулхи декабрӗн 23-мӗшӗ ҫитрӗ. Ҫынсем художник каласа панине киленсе итленӗ вӑхӑтра тахӑшӗ ӑна ҫаклатса кайма та ӗлкӗрнӗ иккен. Хальхи пекех астӑватӑп, ку ыйтусем: ҫыхӑнусен теорийӗсем тата Ньютон биномӗ. Кӗсмене пӑрахрӑм. — Хамӑрӑн сивӗсене эпӗ нихҫан та юратман, халь вара тӗлӗкре те юр, йывӑҫсем шартлатса ҫурӑлнине куратӑп. Хӗрарӑмӗ хӑвӑртах хаклӑ йышши ботинка суйласа илсе, магазинтан тухса кайсан, хуҫа тутине чӑплаттарса, темле шӑхӑртса: — Ч-чупкӑн… — тесе ячӗ. — Икӗ лав тупма май ҫукчӗ-и вара? Вӑт, вӑрӑм туна пурӑнать; тет, анчах этем… Ҫак тӗлӗнмелле, темле хӑрушӑ ҫын ӑна йӑлтах хӑратса пӑрахрӗ. — Эсир кунта мӗнле те пулин ӗҫпе килнӗ пулмалла? — Ваттисене асӑннӑ шӑматкун кӑҫал вилме черечӗ ҫитнӗ ҫынсене те курма пулать. Иленька чӗнмест, вӗҫерӗнесшӗн урисемпе тапкаланать. Ним тӑваймасӑр тапкаланнӑ чухне вӑл ура кӗлипе ӑнсӑртран Сережӑна куҫран ыраттармаллах лектерчӗ, Сережа ун урисене тӗртсе ячӗ те аллипе куҫҫулленнӗ куҫне хупларӗ, Иленькӑна мӗнпур вӑйӗпе чышрӗ. Йӗри-тавра шӑп, пурте Монтанелли ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсем унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи хӗрес епле пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленсе, тепре аялалла анса тӑнине пӑхаҫҫӗ. Кайран эпӗ Печорина хӑйнех каларӑм та, анчах вӑл: чурӑс черкес хӗрӗ ман пек савнӑ упӑшкипе телейлӗ пулӗ, терӗ, мӗншӗн тесен кунти йӑлапа эпӗ ҫапах та унӑн упӑшки пулӑп, Казбич хураха вара пӗрре асӑнтармаллах, терӗ вӑл мана. Пӑхӑр-ха — манӑн урасем юнланнӑ: ку эпӗ вӗсене шыранипе пулнӑ. Пур енчен те илсе пӑхсан. Джон Мангльс хӑйӗн пассажирӗсене ҫыран хӗрринче тӑнине курман-ха, вӑл паруссемпе малаллах каять темелле. Больницӑра мар-ҫке… — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Ҫук иккен! Килте амӑшӗ хохола тулли кӑмӑлпа кулса, куҫ харшипе хаваслӑн вылятса каласа кӑтартрӗ: — Пит ӑста каларӑм эпӗ ӑна, — ӑнланчӗ вӑл! — Мстислав Сергеевич, революци. — Вӑл мунчара, мунча ҫенӗхӗнче майлаштарнӑ, мӑйкӑчне мачча ҫинчен, струпилрен ҫыхса янӑ та… Эпӗ вӑл кун ҫав тери хаваслӑ та мӑн кӑмӑллӑччӗ, Зинаида питӗмрен чуптунине ҫав тери чӗррӗн туяттӑм, унӑн кашни сӑмахне ҫав тери пысӑк савӑнӑҫпа аса илеттӗм, хамӑн кӗтмен телейӗме чӗремре ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашлаттӑм — ҫавӑнпа хӑраса ҫӳҫенеттӗм, ҫакнашкал ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсем ҫуратнӑ хӗре курма та шикленеттӗм. — Кам тав тӑвӗ сире хӑвӑр ӗҫӗрсемшӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл хуллен те салхуллӑн. Ютранччӗ вӑл, кацапсенченччӗ-и е чикансенченччӗ… — Мӗн чарӑнса тӑчӗҫ ҫак вӗсем унта? Унӑн пуҫӗнче калама ҫук усал шухӑш ҫуралчӗ, вӑл вара урнӑ ҫын пек ӑна пурнӑҫлама пикенчӗ. — Тасалӑр кунтан хусамӑрӑн аманнӑ чӗрӗрпе! — тет ӑна кукша пуҫли. — Эсир пӗр вӑхӑтрах телейлӗ те тата мӗскӗн ҫын? Кӗтӳ ачи хайхи хӗрача хыҫҫӑн тӳрех чупа пачӗ. Ӑҫта ҫухалса пурӑнтӑн вара? — Ҫум ҫумларӑм, утӑ ҫултӑм, килте те ӗҫ пур… Эсир ман пата пӗрре те пымарӑр, пӗрре те аса илмерӗр пулӗ-ха… — Эпӗ ҫавӑн пек шухӑшланӑччӗ те. — Кӗрӗр. Анчах кӗрешӳ ҫапах та пӗтмен. — Ман килте нимӗнле офицер та ҫук, — тесе хучӗ уҫӑмсӑр сассипе Яков Лукич. Ыйхӑ тӗлӗшпе темиҫе хутчен те такам хӑй патне шӑппӑн пытанса пынӑн туйӑнчӗ ӑна. Купецсем хӑйсене ахаль чухнехинчен ирӗклӗрех, ҫирӗпрех тытаҫҫӗ, хӑйсен лавккисене тавар илме пынӑ ҫынсен умӗнче йӑпӑлтатнӑ пек йӑпӑлтатмаҫҫӗ. — Халь иртерех-ха, — астутарчӗ Санин. Чурасен аллисем пушӑ — ку вара йывӑр япала йӑтма; урисене тӑлламан — ку та тарма мар, утма. — Ҫук, сирӗн величество (ют ҫынсем ҫук чух эпӗ ӑна яланах ҫапла чӗнетӗп). Ӑна хӑналакан хӗрсенчен пӗри — сӗтел патӗнче, тепри — ҫӑка ҫумне тайӑнса тӑнӑ, вӑл аллисене кӑкри ҫине хӗреслесе тытса, тем ҫинчен ӗмӗтленсе тусанлӑ, вӗри пӗлӗтелле пӑхса тӑратчӗ. Пушар сылтӑм еннелле сарӑлса пырассине чарса лартма май килчӗ, анчах сулахай еннелле вӑл ҫаплах сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пычӗ, халӗ ӗнтӗ вуннӑмӗш киле те ҫавӑрса илчӗ. Ҫук, ачам, вӑрҫӑ тин пуҫланать-ха! Конго варрине ҫитсе пынӑ май, Америкӑна каякан пӑрахут ҫине ларма хатӗрленсе, португал хӑйӗн эскортне хӑварнӑ та хӑй Вернона вӗлернӗ тӗле пӗччен килнӗ. Унӑн сӑлтавӗ пулнӑ кунта килме. — Ытах та ҫынсем чӑнкӑ ҫырманалла пуҫхӗрлӗ чӑмсан, эсӗ те чӑмас тетӗн-и вара? — хуллен ыйтрӗ йӑл кулса ларакан Разметнов. Урай ҫаврашки, ҫаврӑнса, пӗр кӗтесре пӑхӑр трубаллӑ чарусӑр музыкантсене, тепӗр кӗтесре — хора, пуҫӗсем ҫине чечек кӑшӑлӗсем тӑхӑннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ тумланнӑ хӗрарӑмсене кӑтартнӑ; виҫҫӗмӗш кӗтесре, буфетри чашӑк-тирӗксемпе бутылкӑсем ҫинче, ҫакӑнса тӑракан лампӑсен ҫути палӑрнӑ, тӑваттӑмӗш кӗтесӗ алӑксемпе картланса тӑнӑ, алӑксенчен ҫынсем тӗркӗлтетсе кӗнӗ те, ҫаврӑнакан урай ҫине пусса сулкаланнӑ, аллисемпе хӑлаҫланса ӳкнӗ, таҫталла кайнӑ май хӑлхасене хупласа лартмалла ахӑлтатнӑ. Пӗлсе ҫитрӗҫ, вӑл мӗнле кайӑк иккенне: никам та мар вӑл, ҫӗр айӗнчи пурлӑха алтса кӑларас шухӑшпа этем сӑнарне йышӑннӑ шуйттан; ҫӗр айӗнчи пурлӑха таса мар алӑпа алтса кӑларма май ҫук та ӗнтӗ, каччӑсене илӗртсе астарать вӑл. Хӑнасемпе хуҫисем пӗчӗк гостинӑя пухӑннӑ; кунта Петрпа Эвелина ҫеҫ пулман. Нестеренко сӑмахсене суйламасӑр тенӗ пек, уҫҫӑн та ирӗккӗн калать, анчах Давыдов ҫавӑнтах вӑл хӑйӗн шӳтлӗ самахӗсемпе ӑна тем систернине туйрӗ те асӑрханма пуҫларӗ. Николай Антоныч йӗрсе ячӗ. — Нумай пулмасть эсир Риварес вӑйлӑ чирлет, вӑл хусканма та калаҫма та пултараймасть, тенӗччӗ. — Ҫук, ҫук… Пирӗн хулара та пӗр нимӗҫ пурӑнать-ҫке. Ах, Лиза картина тӑвассипе питӗ интересленет! Унӑн драми Дефо романӗн геройӗнни евӗрлех тӗлӗнмелле пӗр пекех пулнӑ. Вӑл хӑй патнерех пуканне туртса ҫывхартать, ун ҫине ларать. Туп. Серёжа хуллен вӑратрӗ ӑна. Хӑшпӗр чухне савӑнӑҫлӑ хӗрсемпе каччӑсем тӗл пулкалаҫҫӗ, — вӗсем те ҫӗрлехи кӗлӗрен тухса тарнӑ пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Анчах пӗлсе тӑччӑр, — сасартӑк сассине хӑпартрӗ вӑл, — манран пӗр тавпа ҫеҫ хӑтӑлаймӗҫ. Маттур будённовец Павел куҫӗ умӗнчех винтовкине ҫӗклеме ӗлкӗреймен легионера вӑштах касса ӳкерчӗ. — Акӑ вӑл Геркулес, — терӗ улӑп, Джек ҫине ӑшшӑн йӑл кулса пӑхса. — Кунта та техника! — Мӗншӗн пӗкӗрӗлетӗн? Пӑрахма пулать-и вара? Ҫав материк ҫине Америка Веспуччи ятлӑ ҫулҫӳревҫӗ темиҫе хут та кая-кая килнӗ пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн ятне те Америка тесе панӑ. Академипе тӗплӗн паллаштарни. Вӗсене ман вӗлермеллех пулса тухрӗ, вӗсем ман куҫ умӗнче пӗчӗк хӗрачана вӑйпа тапӑнасшӑн пулчӗҫ… Ялти кӗпе вырӑнне хулари кӗпе тӑхӑнса ҫӳрес пулсан вӑл хӑй тантӑшӗсене пурне те хӑваласа янӑ пулӗччӗ. — Пӗтрӗ-и? Тӑваттӑмӗш ҫулхине шурлӑхсенчен эрешмен ҫиенсем тухаҫҫӗ те Азора ҫыннисене тапӑнаҫҫӗ. Старикрен уйӑрӑлас пулать сирӗн, ӑна агитацилесе ҫавӑрас ҫук. Бенедикт пиччен кӗтмен ҫӗртен ӑнчӗ: вӑл шӑна ӑҫта ларнине асӑрхарӗ, ҫавӑнтах хӑлаҫланса ҫӗр ҫине ӳкрӗ. «Ҫапла! — терӗ чипер хӗр мӑнкӑмӑллӑн: — эсир пурте свидетель пулӑр. Ҫавӑншӑн эпӗ унӑн чӳречине кирпӗчпе персе ҫӗмӗртӗм, — асту, эсӗ ан пӑлӑртат ун ҫинчен. Унтан вӑл пӗр хӑвӑл юпине кӑтартма хушрӗ (вӗсем юпа тесе манӑн кӗсъере чиксе ҫӳремелли пистолетсене калатчӗҫ). Вӑл хыттӑн чӗнкелесе аслӑ посудника ман ӗҫе тумашкӑн хӑвалатчӗ, лешӗ ҫиленнипе стакансене ҫӗмӗретчӗ, буфетчикӗ тата мана йӑвашшӑн систерсе калатчӗ: — Пароход ҫинчен антарса хӑварӑп, — тетчӗ. — Мӗнле, Антипушка, сана хӑҫан та пулсан ҫав артистсене курма тӳр килнӗ-и? — Темӗн чухлех курнӑ. Вӗсен ҫумне вӑл шпулькӑ вӗҫӗнчи ҫипсене ҫыха-ҫыха тухать. — Алексей Иванович, — кӑшкӑрса ячӗ Лось. Мӗн пулнӑ?» — Кӑштах тӑхтӑр-ха! — кулать кассир. Чӑмӑрккине пуртӑпа кассан, ун ӑшӗнчен туплашка тухрӗ. Курӑнсах тӑрать ӗнтӗ: унӑн ӑшчикӗ вӑркать. Пӳрт ҫуммипе утса пыратӑп хайхи, вӑкӑр — ман хыҫран, эпӗ — тарма тытӑнтӑм, вӑл пур, кӗҫ-вӗҫ хӑваласа ҫитес пек, ҫурӑм хыҫӗнчех мӑшлатса чупать. Артур Ливорнӑпа Пизере арестленисем ҫинчен пӗлнӗ пулсан та организацие мӗн таран ҫӗмӗрсе аркатнине туйман. Анчах ҫавӑн чухлӗ пӗлни те ӗнтӗ ӑна Джеммӑпа ытти юлташӗсемшӗн хытӑ пӑшӑрхантарма пуҫланӑ. — «Лайӑх тӑватӑн та, улпутӑм; хӑвӑн сывлӑхушӑн ӑсанне пер те пер, анчах старостӑна час-часах улӑштаркала». — Тавай тата! — кӑшкӑрчӗ Илья. Аялта кашни сӑмахне уҫҫӑнах илтме пулнӑ, анчах Луизӑна вӗсем мӗн ҫинчен калаҫни сахал интереслентернӗ. Кун пирки Сковородников судья та калама пултарать. Эпӗ ун патӗнче пурӑнтӑм, — Гоголь урамӗ, вунвиҫҫӗмӗш номер, ӗлӗкхи Маркузе ҫурчӗ. Ҫӗрле пулчӗ, ҫынсем пурте койкӑсем ҫинелле йӑванса карӗҫ, кӑвак одеялсем айнелле пытанса выртрӗҫ, кашни минутрах лӑп пулнӑҫемӗн лӑпрах пулса пырать, кӗтесре ҫеҫ тахӑшӗ мӑкӑртатать;— Ним те тухас ҫук, арҫынӗ те – йӗрӗнчӗк, хӗрарӑмӗ те – йӗрӗнчӗк… — Эпӗ сиртен: мӗн пирки, тесе ыйтатӑп. Юнашар лараканнисенчен тахӑшӗ — е ҫемьере чи асли, е кӳршӗ ҫынни — кӑшт тӑрсан ҫапла калани илтӗнет: «Ан та шутла! Чартковӑн чӗри хыттӑн тапма пикенчӗ. Хама чӗнме килнине илтетӗп эпӗ. Калаччӑр ӑна, сӑмахран, ухмаха хӗнемеҫҫӗ тесе, вӑл хурланать; хӑйне ӑсли тесен, укҫа памасан та, — киленсех каять. Вӑл ҫаксенчен хӑшне те пулин пӗрне анчах кӗтсе пынӑ: е ура айӗнче аялалла питех чӑнкӑ анса каякан шахта тӗл пулса тата малалла Ҫӗр варринелле анма май парӗ, е малалла ҫула пӳлсе хуракан пӗр-пӗр чӑрмав тӗл пулӗ, тесе шухӑшласа пынӑ. Лури ҫаплах мана ухмаха ернӗ тесе шутлать курнать-ха. «Вальдек» ҫинчен ҫӑлӑннисем Чуралӑха сутасси Вӑтаҫӗр Африкӑра халӗ те анлӑ сарӑлнӑ. Ҫунакан кӑвайт тавра вӑтӑр ҫынна яхӑн ларать, вара ҫынсем пурте Ҫӑрттанӑн пӗр сӑмахне те пулин илтмесӗр юласран шикленеҫҫӗ. Ку сӑмсаха Иоанн II, Португалин королӗ-оптимист, Добрая Надежда сӑмсахӗ тесе ахалех каланӑ. Добрая Надежда сӑмсахне Амстердам утравӗсенчен уйӑрса тӑракан икӗ пин те тӑхӑрҫӗр милӗ, пӗр май ҫиле май кайса тата тинӗс пӗр тикӗс тӑнине пула, вунӑ кун хушшинче тухрӗҫ. Ҫапах та эсир ӑна хӳтӗлесшӗн э? — Сӑмахӑра тытнӑшӑн тавтапуҫ, — пуҫларӗ вӑл: — ман патӑмра хӑналанӑр, кунта, чӑнах, япӑх мар. Вӑл пират пулассинчен те авантарах пулӗ, тен. — Эпӗ сирӗн чуна илме пикеннӗ тесе калӑр тата! Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп пулӗ? Виктор, эпӗ сире ҫилленнӗ, пӗлетӗр пулсан. Кусем пурте ҫапла пулин те, вӑл йӗркеллӗ ҫын пулни курӑнать: унӑн пӗтӗм майсӑр кӗлеткинче йӗркелӗх йӗрӗсем палӑраҫҫӗ, кӑшт кулӑшларах илемсӗр пит-куҫӗ вӑл шухӑшлама хӑнӑхнине, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине кӑтартать. Тӗтӗмпе милӗк шӑршиллӗ вӗри шыва ӗҫнӗ чух Алексей темле йӑлтах лӑпланнӑ, ҫул та ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр те хӑрушшӑн туйӑнман. Мӗн чухлӗ кирлӗ? Гленарван хирӗҫ чӗнеймерӗ. Ҫакна пӗр ансат меслетпе тума пулать, пирӗн пичче унпа ҫавӑнтах усӑ курчӗ. Михайловпа юнашар пыракан Праскухин халь кӑна Калугинран уйрӑлма ӗлкӗрнӗччӗ, хӑрушсӑртарах вырӑналла ҫывхарнӑ май, кӑштах чунӗ те кӗре пуҫланӑччӗ ӗнтӗ ун, ҫак самантра вӑл хӑй хыҫӗнче ҫиҫӗм йӑлтлатса илнине курчӗ, часовой «маркела!» тесе кӑшкӑрнине тата хӑй хыҫӗнчен пыракан салтаксенчен пӗри: «шӑп та шай батальон ҫине килсе ӳкет!» тенине илтрӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ӑҫтан пӗлетӗр эсир? Апла ан пултӑр!.. Вӑл хӑй куҫӗпе курмашкӑн хӳме патнелле кайрӗ, Том калани пӗр ҫирӗм процент тӗрӗс пулсан та, вӑл уншӑн савӑнӗччӗ. Лось Петербургра механика заводӗнче ӗҫлет, Марс ҫинчилле универсал двигатель ӑсталать. Унӑн шухӑшӗпе — механикӑн мӗн пур никӗслевне, тӗнче экономикин мӗн пур пулса ҫитменлӗхне-ассилӗхне ҫавӑрса ҫапмалла ҫак аппаратӑн. Кольхаун хӑй ҫӑлӑннине ӗненсе ҫитме те ӗлкӗреймерӗ, каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те турӑ лашана курах кайрӗ. — Ан шарла, мучи, — пӳлчӗ ӑна ҫулҫӳревҫӗ, — ҫӑмӑр ҫусассӑн, кӑмписем те тухаҫҫӗ, кӑмписем шӑтсан — татмашкӑн кунтӑкӗ те тупӑнать. — Лӑпланӑр-ха пӑртак, савнӑ Паганель, — терӗ Гленарван, — кунта сӑртсем те пулин пур ӗнтӗ. — Ытти айӑпусем пирки ответле. Икӗ кун хушши вӑл, сунас иртессе кӗтсе, ним те тумарӗ, виҫҫӗмӗш кунне вара, тӗттӗмленсенех, мамӑк хурса ҫӗлетнӗ пиншак тӑхӑнчӗ те питӗ асӑрханса урама тухрӗ, ҫырма хӗррине анчӗ. «Кам пӳрчӗ вара ку, ҫав териех сӑрласа та эрешлесе пӗтернӗскер?» ыйтрӗ вӑл алӑк патӗнче аллине ача тытса тӑракан чипер хӗрарӑмран. Вӑл инҫе кайма та ӗлкӗреймен, хӑй умӗнче малта пӗр виҫ-тӑватӑ хура япала курах кайнӑ. — Ну, мӗнех эппин, енчен апла пулсан, нимӗн те калаймӑп. Ҫапах та эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп, нимӗн те! Барышньӑна кӑштах вӗлермерӗр», — терӗ вӑл. Ара, хӑна тума пултараймастӑн пулсан, мӗншӗн чӗнес! Вӑл ҫырмалли хур тӗкӗсене шӗвӗртме тытӑннӑччӗ, анчах та ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайрӗ. Йӗри-тавра пурте хор юрланипе гармониллӗ пӗрлешсе тӑрать, пурте юмахри тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑнать, пӗтӗм чиркӳ сӑпка пек ерипен чӳхенсе тӑрать, — сӑмала пек ҫӑра, тӗксӗм пушӑ ҫӗрте чӳхенет. Вӑл хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, стена ҫинче йӗнӗллӗ пистолетсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, алӑк уҫса чӑланне те иртрӗ, авалхи икӗ пистолетне вӑл вут чулӗсем лартасшӑнччӗ, пӑшалӗсем мӑн аслашшӗнченех юлнӑччӗ-ха, йӑлтах тусанланса пӗтнӗччӗ. — Сталин юлташ сӑнавсене хӑюллӑрах туса пӑхма хушрӗ, наукӑран хӑрама кирлӗ марри ҫинчен каларӗ. Пит нумай ҫапӑҫса ҫӳресен мӗн пулӗ? Ӑна уҫса кӗртрӗҫ. — Мӗн каласа пӗтермелли пултӑр? — мӑкӑртатрӗ Валя. Ачасем ӗнтӗ ҫывӑратчӗҫ, Софья Ивановнӑпа Наташа кӗпе-йӗмсемпе аппаланатчӗҫ, Лена вара, чей чашкисене ҫӑваканскер, хӑйсем патне шакканине часах туйса та илеймерӗ. — Джемма, калӑр-ха мана тархасшӑн… Ҫӗр чӑмӑрӗ тӳпен ҫуррине хуплать ӗнтӗ. Унӑн куҫӗсем каллех сивӗнчӗҫ, ҫӳхе тути йӗрӗнчӗклӗн чалӑшрӗ. Вӗсем пур те ун виллине шырама кайрӗҫ. Чӑн та хӗрпултӑр-ҫке ку!» Яков ашшӗ ҫилленсе, Тихона вӑрҫса тӑкасса кӗтнӗ, анчах старик пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн темле ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илнӗ те дворникрен аяккалла пӑрӑнса кайнӑ; дворник сӑнсӑрланса, кукшаланса, пӗр тӗслӗ, темле тӑм евӗр пулса пынӑ пулин те ватлӑх пусмӑрланисене парӑнмасӑр, ӳт-пӗвӗпе малтанхи пекех ҫирӗп пулнӑ, сӑнтан кӑшт кӑмӑла каймалларах та пулса пынӑ, калаҫасса мӑнаҫлӑрах, вӗрентмеллерех калаҫнӑ. Юлай Иван Кузмич ыйтнине тутарла каласа пачӗ. Аржанов пушшине Давыдов еннелле кӑнтрӗ те, ҫав-ҫавах шухӑшлӑн кулса, хушса хучӗ: — Алӑра тытса пӑх-ха ӑна, шухӑшла, тен, сан пуҫунта та уяртӗ… Ҫак вӑхӑта чӑтса ирттересех пулать, шӑши пек пулсан та. — Улпут ӗҫӗсемпе хулана килтӗмӗр те, сирӗн ҫинчен илтрӗмӗр, вара ҫул май кӗрсе тухас терӗмӗр, сире курма… Ҫав тӗлӗшрен мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала тухсанах, вӑл ҫав ҫӗнӗ япалапа та усӑ курса пӑхасшӑн ҫунчӗ, — вӑл хӑйне мар, унӑн алли айне малтан кам тӗл пулнӑ, ҫавна эмеллесе хӑтланчӗ, хӑй вӑл нихҫан та чирлемерӗ. Халӗ, ҫак тискер вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑрҫӑчченхи шай ниме тӑман япала пек ҫеҫ курӑнтӑр тесен, пирӗн питӗ пысӑк утӑм тӑвас пулать. Пурне те, аттеҫӗм, вӑл тунӑ. Ҫапла вара, лайӑх хӗр ҫине пӑхма ҫылӑх мар. Малтан мӗн пулса иртнине пӗлес пулать, унтан вилсен те юрать! Ҫӗнӗ пурӑнӑҫа хӑнӑхса ҫитсен тата ырхан, шӑмӑллӑ дворняжкӑран мӑнтӑр, яка йытӑ пулсан, пӗррехинче хуҫи вӗренме пуҫлас умӗн ӑна ачашланӑ та каланӑ: — Тетка, пирен ӗҫе тытӑнма вӑхӑт ӗнтӗ. Израэль Гэндс бульварк патӗнче, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине усса ларать. Эпӗ ӑна: апла пулсан, кама чӗнсе килес тетӗр-ха, тесе ыйтсан, вӑл питне аллисемпе сасартӑк хупларӗ те: «Ан калӑр вӗсене, вӗсем кулма пуҫлӗҫ», — терӗ. Вӑл Санин калаҫма пуҫласса кӗтрӗ… Вӑл куҫне чарса пӑрахса ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те, ывӑлӗ ӑна ют пек туйӑнчӗ. — Чуна пырса тивекен тӗл пулу! — хӑйӑлтатакан сасӑпа каларӗ вӑл. Тутарӗ Усан Губайдулин ятлӑччӗ, виҫӗ арӑмлӑ старикчӗ, хӑй тӗреклӗскер, сӑнӗ-пичӗ хӗрлӗччӗ. Diavolо! — терӗ темиҫе хут та Панталеоне, ассӑн сывланӑ май пуҫне чӗтретсе. Сасартӑк Осадчий ҫиллес, татӑклӑ сасси кӗмсӗртетрӗ. Николай пуҫне усса:— Павел ларать, — тӳсет! — терӗ. Эсир кунта «полковник тискерлӗхӗпе» кӑмӑлсӑрланнӑ ырӑ пирӗшти пек утса кӗрсен, чӑн-чӑн асап халӗ ҫеҫ пуҫланнине епле тавҫӑрса илме пултарайман-ха эпӗ! Ҫырма хӗрринчи Гранитная урам манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ, эпӗ унта вара хамӑрӑн тӳрем ҫырана аран-аран кӑна уйӑрса илтӗм. Портрета чаплӑ художник туни курӑнсах тӑрать. Пичче чӗнет! — Ырӑ туррӑмӑра асту, ан ман… Тата кам урапи ку?» — тенӗ. Чихирь ӗҫетӗн-и? Кунтан та ытларах, кӑҫал провинцири правительство «Индипе Австрали пӑрахучӗсен пӗрлешӳне» хӑратса пӑрахрӗ, ҫав пӗрлешӳре тӑракан судносем малашне те Хӗвеланӑҫ Австралинчи портсенче кӑмрӑк тиес пулсан, субсиди пулмасть тесе каларӗ, мӗншӗн тесен унта каторжниксем ирӗкре ҫӳреҫҫӗ. Пурнӑҫ умӗнче епле тӳрре тухмалла-ха вӗсен? Капӑрчӑкла пытарусене час-часах пӑхатӑп акӑ эпӗ. Уэлдон миссис-и? Кухньӑри япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ним тӗлсӗр иле-иле хурса, пӳлӗмри пусӑрӑнчӑк сасӑсене хуплама тӑрӑшса, вӑл тата хытӑрах калаҫрӗ: — Пурте улшӑнчӗ, — ҫынсем вӗрирех пулса тӑчӗҫ, ҫанталӑк сивӗрех. — Унтан аннӳпе аҫу хуса кӑлармӗҫ-и мана? Ҫак савӑнӑҫлӑ сӑн-пичӗпе вӑл: «Санран акӑ мӗнле иртсе кайрӑм эпӗ, пичче! Площадьре вырӑн тупса, таварне кӑларса хунӑ та пушӑ карҫинккасем ҫине кукленсе ларнӑ. Илемлӗ Розамунда пырать ун патне. Марина, ӑна кӗтсе, ҫӑм арласа ларать. Лутра маччаран ҫакса янӑ лампӑсем вӑйсӑр ҫутатаҫҫӗ, койка ҫумӗсенче ушкӑнпа ларакан ҫынсем те аран палӑраҫҫӗ. Эпир епле уйӑрӑлнине — мисс Пойндекстер, унӑн шӑлнӗ тата эпӗ епле уйӑрӑлса кайнисене эсир ӗнтӗ пӗлетӗр. Анчах апла пулсан та, хӑрамалли ҫук пек туйӑнмарӗ ӑна. Юриех, хамӑн чуптӑвас килмен пек пулас та, ӑна хама чуптума ирӗк парас. Вӑт савӑнать! Ҫӑмӑлтарах шухӑшлӑ чиперкке ӗнтӗ хӑйӗн тантӑшӗсемпе шӳт тума та пуҫларӗ. Мӗнле подпоручик?» Юлашкинчен Ипполит Шалый упалла йӑраланса утса пычӗ, пурте тимлесе пӑхнипе именчӗклӗн кулкаласа, вӑл ӗҫпе кушӑрканнӑ тем пысӑкӑш хура аллине инҫеренех тӑсса пачӗ. Нагульнов ӑна хирӗҫ утрӗ, ватӑ тимӗрҫе сарлака та курпунтарах хул пуҫҫинчен ыталаса илчӗ. — Дик, тен, пирӗн пӗр-пӗринчен ҫапах та уйрӑлмалла мар? — инкек пуласса сиснӗн хушса хучӗ Уэлдон миссис. — Ӗнтӗ хӑвӑр кӑмӑла мӗнле килет, хаклӑ Паганель, — терӗ ӑна Гленарван, кӑшт ҫеҫ кулса ямасӑр. Кулса яма унӑн тивӗҫӗ пурах ҫав. Канар утравӗсем Мадерӑран пӗр икҫӗр аллӑ мильре анчах тӑраҫҫӗ, тепӗр майлӑ каласан, «Дункан» пек хытӑ ҫӳрекен судносемшӗн вӑл ҫул нимех те мар, унта вӗсем часах персе ҫитеҫҫӗ. — Ну, ачам, — терӗ вӑл, — аван ҫывӑртӑн-и? «Хӑп ман ҫумран, эсреллӗ пуҫӗ!» терӗ ткач арӑмӗ… каялла чакса. Вӑл чӑнлӑха пӗлетчӗ те, ӑна ҫынсем хушшинче нумай сарчӗ. Эпӗ вӗсене хам мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен каласа кӑтартрӑм, унтан йӗри-тавралла пӑхса илтӗм. — Вӑл эпӗ хамӑн шарика ҫухатнӑ кун пулнӑччӗ… Анчах вӑл хӑйӗн коллекцинче тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултаракан пӗр хурт-кӑпшанкӑ та тупаймарӗ. — Аван мар-с, — хырӑм тӗпӗнченех янласа тухрӗ тейӗн, хӑрлатакан баспа пуҫларӗ те вӑрӑм пауза турӗ командир. Хӑйӗн кил-ҫуртӗнче ют ҫын пек пурӑнать. Вӑл сиксе ларма хатӗрленнӗ пек кукӑрӑлса тӑчӗ. Сывлӑшне шӑхӑрттарса сывларӗ. Пурте утрав ҫинчи ҫынсене ырлӑх-сывлӑх сунса хӑварчӗҫ. Алӑк умӗнче шпорсем чанкӑртатни илтӗнчӗ. Типӗ ҫил вӗркелет. Хулара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗрке туса хунӑ. Хӑш-пӗр нимӗҫӗсем, курпунӗсене кӑларнӑ та, урапасем ҫинчех ларса пыраҫҫӗ, хӑш-пӗрисем, пылчӑк ҫинче шуҫа-шуҫа, ҫуран утаҫҫӗ, йӗпе-сапаллӑ сивӗ ҫил вӗрнине тӳсеймесӗр хыҫалалла ҫаврӑнкаласа илеҫҫӗ, хушӑран тата тӗксӗм тӳпери кӑшт ҫеҫ палӑракан, пӗртте хӗвел пек туйӑнман сарӑрах пӑнчӑ ҫинелле пӑхкаласа илеҫҫӗ. Вӑл, шыв ҫипписенчен тӗртнӗ чаршав пек пулса, ҫеҫенхир инҫетне те, тинӗс инҫетне те хупласа лартрӗ. Агитаци тӗлӗшпе илсен те — паттӑрсем ҫеҫ ҫӗнтереҫҫӗ, ку вара — пачах кӗтмен япала. — Тата ҫавӑн пек хурлӑхлӑ кӑшкӑракан вӗтӗ шапасем пур теҫҫӗ, — терӗ Павлуш. Икӗ хӗрарӑм та хаваслӑн ун умне пӗшкӗнчӗҫ. — Эсӗ илтетӗн-и?.. Эпӗ кунтах!.. — терӗ амӑшӗ. Анчах Дик Сэнд пӗлме тӑрӑшнинче вӑрттӑн тупсӑм та пур-ха. — Эсир хӑрушӑ господин: эсир ҫав тери критик. Ах, турӑҫӑм! Кулас та килет, эпӗ темӗнле ҫеҫенхирти помещица пек калаҫатӑп. Анчах ку шухӑшсем ӑна эрехрен те вӑйлӑрах ӳсӗртрӗҫ, вӗсене эрехпе ҫеҫ сӳнтерме май пулнӑ. — Пирӗн сирӗнтен нимӗн ҫинчен те ыйтмалли ҫук, — терӗ Гленарван. Вӗсен хӑлхисенче курӑк хушшинчи шутсӑр нумай чӗрчунсем сӗрлени, ҫухӑрни, чӗриклетни илтӗнсе тӑрать, — ҫак мӗнпур сасӑ ҫӗрле хыттӑнах илтӗнет, уҫӑ сывлӑшра тасалса ҫынна тутлӑ ыйӑха ярать. Пирӗн никам та ҫук-ха, кирек ӑҫта пӑхсан та — ҫынсем ҫук. Унпа эпир тӑватӑ сехет хушши вӗрентӗмӗр, ҫак вӑхӑтра эпӗ темиҫе йӗрке сӑмахсем ҫырса тухрӑм та, вӗсен чӗлхипе темиҫе пӗчӗк пуплев калама вӗрентӗм. Лисицын ку «банда» ҫинчен ҫӗрле пӗлет, ҫав самантрах вӑл милицие хускатать те, пӗр вунӑ ҫынпа Семаки ялне вӗҫтерет. Ман ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те вӑл, нимӗн те чӗнмерӗ. Павел Петрович ӑшшӑн кулса илчӗ те, аллине шӑлнӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, ӑна каллех лартрӗ. Вӑл пуҫне чӑмӑртанӑ аллисем ҫине хучӗ. Пӗчӗк австралиец географине вӗреннӗшӗн пирвайхи награда илнӗ! Унӑн кун пирки шарламалла пулман-мӗн, анчах вӑл, сан ҫине тарӑхнипе, мана каласа пачӗ. Ун ҫийӗн, винчӗсемпе тарӑхуллӑн ӳлесе, чӑнкӑртатса-кӑлтӑртатса, ҫутӑ сапаласа карапсем вӗҫсе ҫаврӑнма пуҫларӗҫ. Йывӑр сӑмахсем каласа тултартӑн эс мана, анчах вӗсем пурте тӗрӗс, факт! — Чим-ха, ан ҫилен, Иван Васильевич, — терӗ Оленин, кулкалама чарӑнмасӑр. Юлашкинчен вара хуҫӑк таканлӑ лаши пынӑ. Куҫӗсене антарса вӑл чӗлӗмне чӗртрӗ, — шӑрпӑк унӑн ҫирӗп питне, ҫӑварӗ тӗлӗнчи икӗ пӗркеленчӗке, сарлака сӑмса шӑтӑкӗсене, тӗксӗм вӑрӑм куҫ харшисене ҫутатать. Эпӗ кадета ансӑр хӑма ҫине лартрӑм та ярӑнтарма тытӑнтӑм. Амӑшӗ вилни вӗсене тата ытларах ҫывхартрӗ, — акӑ мӗнле пулса тухать. Лешсем ҫивӗч шӑлӗсене ӗҫлеттерме те тытӑнчӗҫ. Апла пулсан, ман тӳсӗмлӗх пухас пулать. — Темӗн каласан та хамӑр сывӑ юлтӑмӑр, турра рехмет, — терӗ Васин. Пурпӗрех эс мана вӗлерместӗн. Вӑл хӑй мӗнле утса кӗнине те, хӑйӗн хыҫҫӑн алӑк мӗнле хупӑннине те пӗлмерӗ. Вӑл Назаркӑна Ямка патӗнче тупрӗ те, унпа пӗрле ӗҫнӗ хыҫҫӑн, Дуняшка патне кайрӗ, лешӗ хӑйне улталанине пӑхмасӑрах, ун патӗнче ҫӗр каҫрӗ. «Голована. — Килех! Ҫапах та вӑл мана хамӑртан пӗр виҫӗ мильре пурӑнакан ту айккинчи йӑтӑнса аннӑ ҫурт ҫине пӑхмашкӑн ыйтрӗ. — Ҫук, ӑна ӑнланатӑп эпӗ. Ӑна «Руслан» вуласа паратӑп, вӑл хӑрӑлтатакан сывлӑшне чарса, суккӑр та чӗлхесӗр пек, тапранмасӑр итлесе ларать, унтан хыттӑнах мар калать: — Йӑпатма пултаракан, ҫыпӑҫуллӑ юмах! Тӗрӗс каланӑ-и нимӗҫ, е хӑй мӗн пулассине малтанах курса тӑнипе мухтанасшӑн пулнӑ-и, анчах мӗскӗн чирлӗ ҫынна вӑл нимӗн чухлӗ те лӑплантарайман. Вӑл ҫӑкӑр чӗлли тытса ӑна ҫӑварӗ патне илсе пычӗ. — Эсир пире хӗнетӗр, эпир сирӗнне вӑрлатпӑр. Пено, эрех илсе кил-ха тата! — тет. — Эпӗ пӗлместӗп-ха ак. Хушнине те итлемест вӑл, кахал та, шутсӑр ашкӑнма юратать, а тимӗрҫ ӗҫне пултармалла, ку вӑл тӗп-тӗрӗс! Мӗн тери чунтан каланӑ сӑмахсем! — Ҫапла ҫав, сэр, — ответлерӗм эпӗ. — Пӗр-ре! — салтаксем унпа килӗшӳллӗн юрлаттарса ячӗҫ те хуллен, васкамасӑр кукленчӗҫ, Бобылев вара, хӑй те кукленсе ларнӑскер, шеренгӑна маттур сӑнпала ҫивӗччӗн виҫсе, пахса ҫаврӑнчӗ. Джон чун хавалӗ пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑ иккен. Анчах пӗр-пӗр лайӑх каччӑ килсе тухсан, вара мӗнле? — Каймастӑп! Унтан эпӗ ҫак шухӑша манса кайрӑм. «Чшш!» терӗ тутар хӗрарӑмӗ, аллисене тархасланӑ чухнехи пек тытса, пӗтӗм шӑм-шакӗпе чӗтресе тата Андрий хытӑ кӑшкӑрнӑран кам та пулин вӑранмарӗ-и тесе каялла ҫаврӑнса пӑхса. Стумп вара плащ та ҫав хуҫанах пулнине кӑтартса паракан паллӑсем курнӑ. Вӑл ӑна тытса парать-ҫке. Алӑкран купецӑн пуҫӗ курӑнчӗ. — Тӑватӑ миля та пулмасть — хула ҫумӗнчех, ку енче. — Вӑл ҫапла ыйтать, — терӗ Макҫӑма Эвелина, — «хӗрлӗ янрав» тени мӗне пӗлтерет, тет, эп ӑна ниепле те ӑнлантарса параймастӑп. Цивилизациллӗ халӑхсен сутас туртӑм илес туртӑмран вӑйлӑрах пуль. Нимӗн усӑ та паман калаҫу пӗтсенех, Говэн хӑйӗн адъютантне, Гешана чӗнме ячӗ. Тен, Марья Васильевна ыран хӑйне качча тухӗ, тесе те тӗлленчӗ пулӗ вӑл. Унта никам та ҫук. Кун ҫинчен калама йывӑр. Вӑл шкултан вӗренсе тухасса ҫеҫ кӗтет, вара тухса каять вӑл унтан. Тата мушиксене махнолӑх йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Хӗрлӗ Ҫара ҫырӑнтӑм. Пухӑва Панкратов уҫрӗ. Унтан Оля пит ҫума тухса кайнӑ та, ҫырла пек хӗрлӗ тӗслӗ пулса, йӗпе ҫӳҫсемпе, куллен тӑхӑнакан шурӑ пурҫӑн блузкӑпа таврӑннӑ. — «Пурӑнаймасть вӑл юратмасӑр», — ман хыҫҫӑн каларӗ Зинаида. — Акӑ поэзи мӗнпе паха: вӑл пире ҫук япала ҫинчен калать, ҫав ҫук япалах пурринчен лайӑхрах кӑна та мар, унран тата ытларах тӗрӗс пек туйӑнать… Ҫаксем пурте питӗ лайӑх; анчах мӗншӗн тӑрӑхласа каларӑм-ха эпӗ Карл Иваныч пирки? Уйах ҫуттинче вӑл юланутне палласа илеймен, тата вӑл ӑна тӗллесе те пӑхман. Вӑл ун хыҫҫӑн ахаль ҫеҫ, ним шухӑшламасӑр пӑхса тӑнӑ. Юланут рашчана пырса кӗрсен тин Кольхауна ку тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайнӑ. «Ку мӗне пӗлтерме пултарать-ши? — тесе шухӑшланӑ вӑл. — Лаша ҫинчен сиксе анчӗ те кунталла, шыв кукри патнелле килет. Ачасем нимӗҫ каснӑ вӑрмантан вутӑ тиесе кайма туртса килнӗ ҫунашка ытла та пӗчӗк пулнӑ, ҫитменнине тата ку ачасем пысӑк ҫынна ҫулсӑр-мӗнсӗр юра ашса туртса кайма та пултарайман. Ломоносов ку кӑшӑл Хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ Венерӑн атмосфери пулнине пит те тӗрӗс тӗшмӗртсе илнӗ. Ҫав ҫынсене ӑҫта тупмаллине калатӑп эпӗ сире. Тыткӑнран вӑй ҫине шанса хӑтӑлма хӑтланиччен маориецсемпе ылмашӑнса хӑтӑлни авантарах ӗнтӗ. — Эсӗ ҫав укҫан вуннӑмӗш пайне те пулин туса пӑхсанччӗ, вара ун чух калаҫсан та юрӗччӗ… Пурте хӳшӗрен чупса тухрӗҫ. — Декабрьте вунҫичӗ ҫул тултарать. Унӑн сӑмахӗсене пӗри те ӑнланаймаҫҫӗ. Ӑҫтан сываттӑр-ха вӑл! Хаваслӑхпа шанӑҫлӑх тата паттӑрлӑх кӗни ӑна темӗн пекех маттурлатса ячӗ. — Тен халӗ те ҫав япалах пулнӑ? Вӑл васкамасӑр, хуллентерех ответлерӗ: — Унтан каялла таврӑнатпӑр пулас. Ярать-и? Вӑл пӑрахут ҫинче ирхи чей ӗҫсе ларнӑ, унпа пӗрле сӗтел хушшинче Ефим тата тырӑ йышӑнакан пӗр куҫлӑхлӑ улпут — земство служащийӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑйсӑр куҫлӑ ҫын пулнӑ. — Ҫавсене пӗлнӗ хыҫҫӑн эсир вара мӗн тума тытӑнтӑр? — Господин! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Елена шӑпланчӗ. Юлашкинчен йытӑ хӑйӗн орбити тавра ҫутӑ пайӑрки хӑвӑртлӑхӗпе ҫаврӑнакан темӗнле ҫӑмлӑ комета евӗрлӗ пулса тӑчӗ. Унтан вара асап тӳсекен йытӑ ӑсран кайнипе аяккалла танса сикре те хӑйӗн хуҫи чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ, лешӗ ӑна чӳрече витӗр тулалла кӑларса ывӑтрӗ. Юлашкинчен каҫпа Мардохайпа Янкель килни курӑнса кайрӗ. Пур еннелле те тӳрӗ, сарлака урамсем тӑсӑлса иртеҫҫӗ, урамсем тӑрӑх, ярмӑрккӑри пек, халӑх утать; варрипе кӳмесем, омнибуссем, тулли урапасем пыраҫҫӗ. Мана — полици надзорне пачӗҫ, — унсӑрӑн Ҫӗпӗре кайӑттӑм… — Акӑ ҫак ҫын ман кӑмӑла каять! — ҫӗкленсе кӑшкӑрса илчӗ повар. Полозов янаххине малалла тӑсрӗ. Кӑткӑ йӑвинче пурте хускалмасӑр лараҫҫӗ, шӑппӑн тулти аслати сассине итлеҫҫӗ. Анчах та манӑн умра «Св. Мария» шхуна» тесе ҫырнӑ пакур выртать. — А! Паганелӗн трубипе авӑрланнӑ Гленарван яхтӑн мӗнпур маневӗрӗсене чарӑнмасӑр сӑнать. Разметнов ӑйӑра чӑпӑрккапа туртса ҫапрӗ. Вӑл тӑватех вара. Унтан кулаканни мӗнле майпа шантармаллине те ӑнлантарса пачӗ. Карапа хумсем сиктерни, енчен енне сулӑнтарни ҫӳлелле хӑпарнӑҫемӗн вӑйлӑрах сисӗнни ҫинчен каламасӑрах, пӗр касӑ ҫил вӗрсе парӑссене карт! туртса карӑнтарни матроса тинӗсе ывӑтма пултарать. Митяна та унтах вырнаҫтарчӗҫ. Каҫ пулнӑ чух е тӗттӗмрех пӳлӗмре ун сӑнӗ чипер пекех курӑннӑ, илемлӗ пек те туйӑннӑ: ҫамки ҫӳллӗ, сӑмси пӗчӗк те кӑшт курпунтарах, госпитальте ҫитӗнтернӗ уссийӗсем йӑм-хура, тутисем тӑп-тӑп… Виҫӗ мӑшӑр вӑкӑр туянса ячӗ тата, тӗрлӗрен йывӑр япаласем йӑтнипе, ӑшӗ анакан пулчӗ, ҫапах тӑранмарӗ вӑл! Вӑл пур япалара та революциллӗ шухӑш курма пуҫланӑ, пурте уншӑн революци ҫинчен систернӗ пек туйӑннӑ. Сӑмахран, Ежов… — Хам пымастӑп кӑна та мар, ӑна та сирӗнпе пӗрле ямастӑп, — ответлерӗ Дмитрий, хӗрелсе кайса. — Гуанакӑна выртнӑ ҫӗрте вӗлерсен кӑна унӑн какайӗ ҫиме тутлӑ: ӑна ытлашши хӑваласан, вӑл питӗ инҫетрен чупса килнӗ пулсан, вара унӑн какайне ҫиме те май ҫук. Эпӗ айӑплӑ. Темиҫе кун маларах унӑн аллисенчен туалет куҫкӗскийӗ сасартӑк ӳксе ваннӑччӗ. Кун пеккине вӑл яланах инкек пулассине пӗлтерет, тесе шутланӑ. Урӑх вӗсем хушшинче пӗр нимӗн калани те пулмарӗ. Ҫапла сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе унӑн начар тумтирӗ пачах ҫӗтӗлсе, таткаланса пӗтнинчен пӗртте тӗлӗнмелли ҫук. Пӑкӑласах лартрӗҫ, хӗресӗсем те пулӑшаймарӗҫ. Тӗрмене пырса лекнӗ ҫын сталагмит тӑррине катса илнӗ те унӑн хуҫӑкӗ ҫине чул хунӑ, хаклӑ шыв тумламӗсене пуҫтармашкӑн чул ҫине пӗчӗк лапчӑк алтнӑ, ҫав тумламсем сехет маятникӗнни пек салху йӗркелӗхпе кашни ҫирӗм минутра тумласа тӑнӑ. Ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинчен вара ҫапла пӗр дессерт кашӑкӗ чухлӗ шыв пуҫтарнӑ. Крыльца ҫинче палламан ҫынсем, мундир та сюртук тӑхӑннӑскерсем, темиҫен темӗн ҫинчен калаҫса тӑнине асӑрхарӗ. Сарлака ывӑҫ тупанӗпе кӑтра ҫӳҫне шӑлкаласа, Игнат ӑна хирӗҫ тӗплӗн те лӑпкӑн каласа хучӗ: — Хӑрани — хӑранипе, анчах ӗҫ — ӗҫпе! Ҫар корвечӗсем ҫинче тупӑсем яланах ҫӳлти палубӑра пулаҫҫӗ. «Клейморӑн» вара, тӑшмана ӑнсӑртран пырса тапӑнас тата пытанса тӑрса ун хыҫне тухас тесе тунӑскерӗн, палуба ҫинче хӗҫ-пӑшал таврашӗ пулман, ҫӳлти палуба айне вӑрттӑн батарея пытарса вырнаҫтармалла тунӑ. Марийкӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илчӗ. Эсӗ пурпӗрех пӗтетӗн. Пысӑк театрти колоннӑсем хушшинче курнӑҫӑпӑр терӗмӗр вара. Ун хыҫӗнчен йӑмӑкӗпе Климка та утрӗҫ. Озеров полка чарса тӑратма хушрӗ. Тӑрантаспа кайма питӗ те лайӑх. Тӑван хӗрарӑмӗсем хӑйсен пичӗсене чӑрмаласа куҫҫулӗнчен ытларах юн юхтараҫҫӗ. Ҫатан карта урлӑ анкартине каҫса ӳкрӗҫ. Ҫавӑ вӑл ӳт-пӳрен килекен кӑмӑл-шухӑш марччӗ, — эпӗ сывӑ та йӗрӗнекенскерччӗ, анчах хӑшпӗр чухне шутсӑрах никама йӑваш та ӑслӑскер ыталаса илсе килетчӗ, хам ӑш варкани ҫинчен, аннене каланӑ пек, ним пытармасӑр, вӗҫӗмсӗр нумай каласа парас килетчӗ. Эпӗ, вӑл патак тытнӑ алли ҫинчен капитанӑн алли тупанӗ ҫине темӗнле япала хунине куртӑм. Пӑхма ӗнтӗ ҫакӑ ахаль ҫыру пек ҫеҫ туйӑнать. Анчах та, тӗрӗссипе, вӑл тунсӑхлӑ ҫыру. — Ҫапла, мӗншӗн тӗлӗнтерчӗ вӑл сире, майор? — тесе ыйтрӗ Паганель. Унта темӗскерле вӑрттӑнлӑх пур. «Юрӗ, эпӗ пӗчӗккӗ, тейӗпӗр, — шухӑшлатӑп хам, — анчах мӗншӗн чӑрмантарать вӑл мана? Сана эп чӑтма пултараймастӑп! — Сана кӑларса ямалла марччӗ, пӗр виҫ кунлӑха шыв ӑшне чиксе хумаллаччӗ, ухмах ӑсу шӳсе тухнӑ пулӗччӗ сан ӑшӑнтан, — тесе сӑмах хушрӗ повӑр. — Мучи, эсӗ ма пӑтӑ ҫиместӗн? — ыйтрӗ унтан Емельян. Пичче ураран ӳкнӗ. Малтанах нимӗн калама та пултараймастӑп, — тенӗ старик. Амӑшӗ те пӳлчӗ, тӗрӗссипе — туйса илчӗ. Унӑн гувернерӗ, Фрост господин, ҫаплах-ха вӗсен ҫуртӗнче пурӑнаканскер, ман хыҫҫӑн пӳлӗме маттуррӑн утса кӗчӗ те хӑй вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑка вӑратрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, февралӗн иккӗмӗшӗнче эпӗ, парадра ҫӳремелли кӑвак курточка тӑхӑннӑскер, Татариновсен патне кӗрсе, хама алӑк уҫса кӗтекен палламан хӗртен Николай Антоныч патне килни ҫинчен пӗлтернӗ вӑхӑтра манӑн нимӗнле план та ҫукчӗ-ха. Шӑпах шӑтӑка хирӗҫ, тепӗр енчи стена ҫинче, склепа кӗмелли алӑк курӑннӑ. Малта ама йытӑ чупать, ун хыҫҫӑн, кирлӗ пекех ӗнтӗ, темӗн чухлӗ аҫа йытӑ, ытларах мар пулсан, пӗр вӑтӑра яхӑн пулӗ. Вӑл пирӗн лайӑх, — хӑюллӑн ответлерӗ Лена, ҫак лайӑх мар калаҫу епле те пулин иртсе каясса шанса. Анчах тата йывӑртарах та хӑрушӑрах ӗҫ тӑвасси юлнӑ: ҫав хӗҫпӑшала ту хушшинчи тата ҫырмасенчи вӑрттӑн складсенчен никама та пӗлтермесӗр, вырӑнти комитетсене турттармалла, унтан вара ялсене валеҫсе памалла пулнӑ. — Княжна амӑшӗпе алла-аллӑн тытӑнса ман умран темиҫе хут та иртсе кайрӗ, вӗсемпе пӗрле пӗр пӗчӗк ухсах старик ҫӳрет; хӗрӗ ман ҫине темиҫе хутчен те кӳреннӗ пек пӑхкаласа илчӗ: хӑйне ҫапах та мана асӑрхаман пек тытасшӑн пулчӗ… Эпӗ укҫа памасан, чуна кӑлариччен хӗнетӗп тет. Служить туса ирттеретӗр-и мӗн? Енчен пирӗн питӗ тарӑн чӑмса шыв айӗпе вӑрах ишмелле пулман пулсан, эпир сулла кураттӑмӑр; ҫитменнине тата, каҫӗ те ытла тӗттӗм пулчӗ ҫав; хӑраса ӳкнипе пирӗн пуҫ анкӑ-минкӗленсе кайнӑ. Унӑн самӑр мӑйӗ юнпа тулчӗ, куҫӗ хытӑ тарӑхнипе ялкӑшса илчӗ. Зиночка ӑна хулне мӑнкӑмӑллӑн крендель пек авса панӑ, вара вӗрем ҫуллахи вӑхӑтра пушӑ пулнӑ зала кайнӑ. Тӑрӑшса вӗренекен Алексей кунта малтанах пырса, ломберла тата пинг-понгла вылямалли сӗтелсене сиктерсе, ташлама вырӑн хатӗрленӗ. Паганель Джон Мангльсран ыйтрӗ. Окленда сулӑ ҫинче ишсе ҫитме пулать-ши, терӗ. Вӑл:— Аптрамасть, туслӑ, — терӗ. Ун вырӑнӗ патӗнче, сӗтел ҫинче, ҫурта тӗксӗммӗн ҫунса ларать, ҫапса ҫӗмӗрсе пӗтернӗ кӗлетки тӑрӑх мӗлкесем шуса ҫӳреҫҫӗ; вӑл, тата та ытларах хурланса, шыҫса пынӑ пек туйӑнчӗ. Кӑна вӑл Оленин хӑйне ҫӑмӑл мар туйнине тата вӑл казаксем хушшинче пӗччен пулнине асӑрханӑ пирки анчах каларӗ пулас. Ҫамрӑк капитан самантран саманта карап тӗпӗ шыв айӗнчи мӗнле те пулин чула пырса ҫапӑнасса кӗтрӗ. Ун мозаиклӑ урайне йӑлтах пулӑсен, тискер кайӑксен, ҫӗрте-шывра пурӑнакан та шуса ҫӳрекен чӗрчунсен ӗнерлӗ кӗлеткисемпе эрешлесе тултарнӑ. Маччине сенкер глазурьпе витнӗ, унта ылтӑн хӗвел ҫиҫнӗ, кӗмӗл уйӑх ҫуталнӑ, шутласа кӑларма ҫук нумай ҫӑлтӑр мӗлтлетнӗ, ҫуначӗсене яри сарнӑ вӗҫен кайӑксем ярӑннӑ. Хамӑн инкек курас марччӗ тесе, вӗсем юратмалли ачанах ҫуратмаҫҫӗ, пулас ҫынна ҫут тӗнче кӑтартмаҫҫӗ. Ӑслӑх-тӑнлӑхӑн юна-ӳте лекмелле те вилӗмӗн чӗрӗ хапхи витӗр тухмалла. Ним каличчен малтан тӳрех вӑл хӑй палӑртнӑ хакран, ун тыткӑнри ҫынни тавлашмарӗ пулсан та, пӗр цент та чакма шутламаннине пӗлтерчӗ. Вӑл мана пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ… пӗтӗмпех тесе шутлатӑп эпӗ, эсир ӑна хӑвӑр савса тӑни ҫинчен каласа панӑ, вӑл сире хӑй юратни ҫинчен пӗлтернӗ (ҫакӑнта княгиня йывӑррӑн сывласа илчӗ). Эпир капитана мӗнле пулӑшу памаллине пӗлмерӗмӗр, вӑл палламан ҫынпа ҫапӑҫнӑ чухне вилмеллех суранланнӑ пулӗ тесе шутларӑмӑр. Ырӑ каҫ пултӑр, Риварес! Ҫук? Тусанланнӑ юнлӑ пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса. Гленарван кӑтартса пынисене итлесе, Джон Мангльс пӗрмаях Чилоэ архипелагӗн ҫыранӗсен ҫывӑхӗнче, Америка ҫӗрӗн хисепсӗр ишӗлчӗкӗсенчен аякра мар пырать. Голова хусах; анчах килӗнче унӑн хӗрпултӑрӗ пурӑнать, ирхи-каҫхи апат пӗҫерет вӑл, саксене ҫӑвать, пӳрт ӑшне шуратать, голова валли кӗпелӗх пир тӗртме ҫип арлать, хуҫа пекех кил пӑхать. — Пиллӗкмӗш баксионра, ваше благородие, чи малтанхи бандировкӑра: туппа кирлӗ пек майлаштарса лартрӑм та, ак ҫапла ӗнтӗ, тепӗр амбразура патнелле чакса пыратӑп, а вӑл мана ураран пырса ҫапрӗ, шӑтӑка анса кайнӑнах туйӑнчӗ. Ӑна-кӑна чылай куркаланӑ Любишкин та, Маринӑн тӗреклӗ те шап-шура ӳтне курнипе куҫӗ-пуҫӗ алчӑраса кайнӑскер, ытла хытӑ тӗлӗннипе мӑкӑртаткаласа каялла чакрӗ: — Урчӗ иккен! Анчах сирӗн кунта, — хушрӗ вӑл кичеммӗн, — тырӑ тумаҫҫӗ, виноград лартса ӳстереҫҫӗ, табак, вак-тӗвек ӗҫ, кичем. Халӗ, правлени парне панипе, парнине тата ҫакӑн пек чаплӑ пухура чыс туса алла тыттарнипе, Ипполит хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑх картӗнчен пӗтӗмпех тухса ӳкрӗ. Вӑл лӑпланчӗ те, темшӗн тӑмпа, темле хура япалапа вараланнӑ тата ҫурта тумлатнӑ тетрадь листисене чӗркуҫҫи ҫине сарса хучӗ. Совет влаҫӗ ҫук та, ашкӑрма тапратрӗҫ! — (Das alte Ende vom Liede!) — тесе мӑкӑртатрӗ те ҫавӑн пекех вӗҫкӗнӗн, кӑштах сикерех утакан уттипе малалла утса кайрӗ. Ҫак вӑхӑт яланах куҫ умӗнчен тухмасть. Ҫакӑнтан лекӗ-ши е ак кунтарахран? — шухӑшларӗ вӑл, хӑй шухӑшӗпе пӗрре хырӑмне, тепре кӑкӑрне тӗллесе. Вӑл каялла ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, малаллах утрӗ. Мӗн авалтан пуҫласа паян кунчченех ҫынсем вӑхӑта виҫме темӗн тӗрлӗ сехетсемпе те усӑ курнӑ. Розӑн ырӑ шӑрши хӑшпӗр ҫулсенче кӑна ҫак муската пырса кӗрет. Маншӑн ан пӑшӑрхан, иртсе каять вӑл. Юлашки вӑхӑтра сеттльментре ҫавӑн ҫинчен кӑна калаҫнӑ. Темӗнле палланӑ пек… Вара вӑл расход кӗнекинчен пӗр листине тӑпӑлтарса илет те, пӗтӗм Кистенӗвкипе пӗртен пӗр хут пӗлекен Харитон ятлӑ повӑра ҫыру ҫыртарать, ҫав кунах ӑна хулари пуштӑна леҫтерет. Тытӑр! Ӗмӗтсӗр калтасенчен хӑтӑлсан Гленарванпа унӑн юлташӗсем сивӗннӗ туратсем ҫине куҫса ларчӗҫ. Мӗнле, эсӗ урама тухайман-и-ха? — кӑшкӑрчӗ Лукашка, пӑшалне тытса крыльца ҫине хӑпарнӑ май. Ӑҫта вӑл, манӑн савнӑ Карл! Калам: кунта пӗтӗмпех пӗр эпӗ кӑна айӑплӑ — господин Базаров хӑйне питӗ лайӑх тытрӗ. Эх, тискер кайӑк-чӑхсем… Мистер Джонс пурне те питӗ тӗлӗнмелле япала калатӑп тесе шутлать, анчах хӑйӗн нимӗн те тухмасть. Вӑл ҫыран хӗррине чуптарса та пычӗ. Эпир калаҫма тытӑнтӑмӑр. — Хуллентерех, пан Голуб, хуллентерех, унсӑрӑн атӑ кӗлли ҫинчен сирпӗнсе кайма пултаратӑр. Мӗнле пӑхса ӳстересси ҫинчен (чир-чӗр ҫинчен вара — калама та кирлӗ мар) вӑл тем тӗрлӗ правилӑ та вуласа тултарнӑччӗ. Эпӗ ӑна кансӗрлесрен, майӗпенрех сывлама пуҫларӑм. Анчах ҫав сӑмахсем илтӗнсе кайсан вара — сасартӑках шӑтӑкран аяккалла сиксе илчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра бойницӑран сасартӑк такам пит-куҫӗ курӑнчӗ. Хӑйӗн тӳрӗ чунӗпе вӑл Кралич сӑмахӗ тӗрӗс иккенне ӑнланать-ха. Малалла калӑр. Вӑл алӑк патнелле чупрӗ. Том курӑнмарӗ. Том вылямалли площадкӑра пулӗ тесе (анчах вӑл унта та пулман), Бекки ҫурт йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ. Ах, питӗ лайӑх та-ҫке кунта! — Маттур, Кралич! — Ташлатӑн-и? Ман тавра тата ман чӗрере темле ӑнланса илмелле мар ӗҫ пулса иртет пек туйӑнать — ӑна каласа ӑнлантарма пӗр сӑмах кирлӗ… …Ҫӗрле эпӗ ҫывӑрман — пуҫ ыратать. Катя темиҫе хутчен тӗлӗнсе, хӑраса ман алӑмран турта-турта илчӗ пулин те, эпӗ вулама чарӑнмарӑм. Жан Шуан хӑйӗн салтакӗсене кунӗ-кунӗпех четки шӑрҫисене шутлаттарнӑ. Ҫав вӑхӑтра Миките пиллӗкмӗш стакан ӗҫсе янӑ та ҫапах та стаканне ӳплештерсе хуман, тата, тен, чей тултарса парӗҫ тесе, ӑна хӑяккӑн хунӑ. Витӗр йӗпенсе чӗтӗреме тытӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем, халран кайса супнӑскерсем, каҫхине пӗр пушӑ ранчона ҫитсе кӗчӗҫ. Ҫак ранчона канмашкӑн меллӗ вырӑн тесе калас тесен, унччен акӑш-макӑш ӑсансемпе тертленсе ывӑнмалла пулать. Анчах Гленарванпа унӑн юлташӗсен ӑна-кӑна тиркесе тӑрасси пулман. Пампассенче пурӑнакансем хуть кам пулсан та ҫак ҫурта ҫурт вырӑнне те хумӗччӗҫ, анчах вӗсем ҫак мӗскӗн ҫурта хаваслансах кӗчӗҫ. Кум шак хытса кайрӗ. Иван Никифорович шӑлаварне мӗнле тӑхӑнни ҫинчен, мӑйне галстук мӗнле ҫыхни ҫинчен, казакинне мӗнле тӑхӑнни ҫинчен, тӑхӑннӑ чухне казакинӗн сулахай ҫанни тӗпӗнченех ҫурӑлса ҫӗвви кайни ҫинчен — ҫырма та кирлӗ мар пулӗ тетӗп эпӗ. Ярмарка хыҫҫӑн хӑй юсама илнӗ лавкасене пӑхса ҫӳренӗ чух манса хӑварнӑ самовар, чашкӑ-тиркӗ тавраш, ковер, хачӑ, хӑш чухне тата пӗр ещӗк тавар е пӗр-пӗр япала хурсан, хуҫа кулкаласа калатчӗ: — Япаласен списокне ту та пурне те кладовоя илсе кан! — тетчӗ. Ҫурчӗ тавра юман юпаллӑ аслӑксем тунӑ, аслӑкӗсем айӗнче пур ҫӗрте те тенкелсем. Вӗсем кӑвайт та чӗртмерӗҫ. — Тӗрӗсех ку, — ҫирӗплетсе каларӗ Дик Сэнд та, — анчах кун пек пысӑк йӑрӑмлӑ кита ҫӗнтересси ҫӑмӑл ӗҫ мар. — Нивушлӗ? Ҫак вӑл пирӗн рабочи класӑн, пирӗн хресченсен, пирӗн ӗҫлӗ интеллигенцин ӑс-тӑнне хӗҫпӑшаллантарать. — Кабинетра эпӗ виҫ сӑмах та пӳтлӗн калаймастӑп, халӑх ҫинче вара маншӑн шуйттан та хӑрушӑ мар. Иккӗмӗш гудок хуллентерех, малтанхи пек ҫирӗппӗн мар, чӗтренерех ӳхӗрсе илчӗ. Носков та пӗр минут пек чӗнмесӗр, картузӗн подкладкине пӳрнипе чакӑлтаса, Яков ҫине пӑхмасӑр тӑчӗ. — Эй, эс, анчӑк, кил кунта! — тенӗ вӑл, матрацне диван патне, кӗтессе хурса. Павка крана ҫаплипех хӑварчӗ те хӑй вутӑсем ҫине выртса, ҫывӑрса кайрӗ: ывӑнни пусарса ҫитерчӗ ӑна. Вара тулашри сасӑсем сасартӑк унӑн хӑлхине хӑйсен яланхи сӑнарӗпе пырса кӗчӗҫ. Нимӗнрен малтан унӑн куҫӗ умне пулнӑ япала — вӑл Василий Иванович пулчӗ. Седов, Крикунов, Маслов тата ыттисем пек ӑслӑрах, йӗркеллӗрех рабочисем нумаях пулмасть чи чарусӑр, ашкӑнакан рабочисенчен пӗрине кантур расчет патӑр тесе хӑйсемех ыйтрӗҫ. — Унӑн хатӗрлесе хунӑ таканӗсем те пур пулӗ, тен? Вӑл ӑнран тухса кайрӗ те, пӗрре шӑлӗсене шатӑртаттарса, йынӑшса, койка ҫинче ниҫта кайса кӗрейми тапкаланчӗ, унтан сасартӑк шӑпланчӗ, йӑрӑст тӑсӑлса выртрӗ, вара пурне те вӑл вилнӗ пек туйӑнчӗ. Юрать-ха вӑл хӳмен тепӗр енне (ку тӗлте хӳме сарай ҫумӗнчехчӗ), сӗлкӗшленнӗ юр ҫине ӳкрӗ. Эпӗ епле те пулин унпа килӗшесшӗн, анчах мӗнрен тытӑнасса пӗлместӗп, сӑмах пуҫлаймастӑп. Леш ракетӑри ҫунтармалли запассене хамӑр ракета ҫине куҫартӑмӑр, каялла вӗҫнӗ чухне кирлӗ мар ытлашши япаласене автомат-ракета ӑшне хутӑмӑр. — Сан аллунта хӑйӑ ҫунать, сана хӑвна унсӑрӑнах ҫутӑ, — апла пулсан, чик те хур ӑна шыва, ун чух вара тӗтӗмӗ те куҫа кӗмест, аллуна та пӗҫермест… Хӑвӑрттӑн варшӑнтарса кайрӗҫ Ромашовпа алӑк патнелле хӑшӗ-тӗр, ун ҫумӗпе хӗсӗнсе кӗрсе, ӑна, пакун вӗҫӗпе-и е тӳме пулчӗ-и, ыраттарса, питне юн тухмаллах чӗртерсе хӑварчӗ. Эсир халь Севастополе паллайрас та ҫук; халь ӗнтӗ пӗр хӗрарӑм чунӗ те ҫук ни трактир, ни музыка; ӗнер юлашки заведени куҫса кайрӗ. — Хӑратӑп! — тӗрӗсне каларӗ вӑл. — «Тен йышӑнӑр, терӗм… эсир авланман ҫын»… Манӑн сочинени ӑнӑҫсӑр пулнишӗн хӗпӗртенӗ курӑнать вӑл. Иккӗмӗш спутник ярсан ҫур ҫул ытларах иртрӗ те, совет ученӑйӗсем 1958 ҫулхи майӑн 15-мӗшӗнче виҫҫӗмӗш спутнике вӗҫтерчӗҫ. Ют ҫӗршывсенче ун пирки: «ку вӑл — вӗҫекен автомобиль пекех» тесе ҫырнӑччӗ. — Апла-тӑк, — терӗ Элен, — Айртон О,Мур фермине те мӗнле те пулсан усал ӗҫ тӑвасшӑн пынӑ? Ҫапла эпир темиҫе кун кайрӑмӑр, ту патӗнчен пуш хирелле — инҫетех. Мадам — ырӑ шӑршӑллӑ та ҫамрӑкскер, темӗнле питӗ килӗшӳллӗ те ансат тумланнӑскер, Горевӑна хӗпӗртесе кӗтсе илчӗ, тепри пулсан хӑйӗн авалхи пӗлӗшне те ун пек кӗтсе илес ҫук. Анаслама юратакан ҫынсем валли ҫӗнӗ ҫимӗҫ кирлӗ. Хӑйӗн мулӗ ҫухалнине пӗлнӗ хыҫҫӑн ӗмӗтсӗр чӗрчун ҫав териех хурланса йынӑшрӗ, ун патне вара пӗр кӗтӳ еху пухӑнчӗ. — Капитан юлташ! — тарӑхса кӑшкӑртӑмӑр эпир. — Эсир пире мӗн каланӑччӗ-ха? Капитан, пире чарӑнма хушса, аллине ҫӗклет. Каҫарӑр, анчах эсир мана ҫак юмаха аса илтертӗр. Хура йыттине ачашларӗ те Андрей, сивӗ тӑпра ҫине ҫемҫен кӑна пусса, карташӗпе утса кайрӗ, тӑм ӳкнипе нӳрелнӗ пахча алӑкне уҫрӗ. Жихарев вӑл яланах темле хӑй ҫеҫ ӑнланса илме пултаракан ӑрасна йӗркеллӗх тӑвасшӑн тӑрӑшатчӗ, пурне те юрлама чӑрмантаратчӗ. Эсир истори вӑкӑрне мӑйракинчен ҫавӑрса тытнӑ. Унӑн ӳтне пысӑк ӑсталӑхпа тӗрлесе пӗтерни тӑрӑх вӑл хӑйӗн ҫыннисем хушшинче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнине пӗлме пулать. Каи-Куму унпа кӑмӑлла калаҫать. Анчах тинкеререх пӑхма пӗлекен ҫын ҫак ҫулпуҫӗсем, пӗринчен-пӗри иртесшӗн пулса, пӗрне-пӗри вӑрттӑн курайманнине часах сиссе илнӗ пулӗччӗ. — Вӗсем, пире асӑрхаса, тахҫанах мӗнле те пулин паллӑ панӑ пулӗччӗҫ. Тепӗр тесен, эпир халех тӗрӗслӗпӗр кӑна. «Мӗн эсир, тӑванӑмсем? — терӗ винокур. — Ҫӗр ҫинче сасӑпа калама юраман япаласем пур, — терӗ вал. Пурте йӗркелехчӗ-ха. Унпа эпӗ халь арӑмӗпе ачисем ҫинчен калаҫса кайрӑм. — Акӑ мӗншӗн мана питӗ йывӑр халь, — тет вӑл. — Тин кӑна ҫыран хӗрринче темӗн ҫатлатни илтӗнчӗ. Ҫакӑ мана тахҫан эпӗ хамӑн пӗчӗк Лизабета кӳрентернине аса илтерчӗ. Вӑл вилсен эпир ӑна пытарма кайрӑмӑр. Смоленск ҫӑвине. Ромашов патне дамӑсене малти пӳлӗмре салтӑнма пулӑшмашкӑн дежура янӑ вестовойсенчен пӗри ҫитсе тӑчӗ. Ӗсӗклесе, вӑл чышкипе сӗтеле ҫапрӗ. — Сирӗн куҫӑрсем ялтӑраҫҫӗ. Чимӗр-ха, эпӗ сире валли, арестленнӗскер тесе, кулач илсе килтӗм. Улма кукӑлӗсем тӗлӗнсе каймалла лайӑх паян пирӗн, тутлӑскерсем… Анчах эсир, эпӗ мӗн тӑвасшӑн пулнине пӗлетӗр-ҫке. Е эсир мана итленӗ пулсан, халӗ эпир пурсӑмӑр та «Испаньола» ҫинче пурте тӗрӗс те сиенсӗрех пулаттӑмӑр, ылттӑн та трюмра выртнӑ пулӗччӗ, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп! Анаталла пӑхрӑм та шыв ҫинче хура пӑнчӑ куртӑм. Эпӗ ӑна пулӑшма тытӑнтӑм. Индеецсем ку таврашра курӑнни регуляторсем ӗҫе епле пӑхассине улӑштарнӑ; ку таранччен регуляторсем: команчасем сеттльментӑн леш еннелле ҫеҫ хурах пусса ҫӳреҫҫӗ пулӗ, тесе шутланӑ-мӗн. Намӑс курса пӗтнипе, хуйхӑ-суйхӑпа тата чӑм тара ӳкнипе йӗп-йӗпе пулнӑ Щукарь пулӑшӑва йышӑнать, аран-аран утланкаласа ларать. Хуть тем ту мана, эпӗ тем тума та килӗшетӗп: картла выляма та, капан купалама та. Вӑл сӑмах калас тесе ҫӑвар уҫсанах залра илтсе илтӗнми тав-шав ҫӗкленчӗ, ун пек шава эпӗ халиччен нихҫан та илтмен. Пӗр хыпарсӑр ҫухалмалла! Мустангерӑн хӳшши патӗнче пулса иртнӗ япаласем ҫинчен пурин ҫинчен те калама кирлӗ-ши тесе шухӑшласа, свидетель пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ. 1846 ҫулта ҫӗр чӗтресен вилнӗ ҫулпуҫӗн шӑммисене упраса тӑракан Тонгариро сӑрчӗ пекех, ҫак сӑрт та паянтан табу пулса тӑчӗ. Мӗн эсӗ мана ирӗксӗр ҫыртарасшӑн? — Акӑ мӗне пӗлтерет вӑл ҫулҫӳревҫӗ пуласси. Тен, чӑнах та, сивӗ ҫӗрте ҫирӗпленчӗ пуль… Диц штабс-капитан. Каннӑ хыҫҫӑн вара полк дивизи йышӑнса тӑракан участока кайма пултарать, пополнени, ҫителӗклӗ хӗҫ-пӑшал парӑпӑр… — Юрӗ, Степан — йӑлтах ӑнланса илсе, килӗшрӗ завхоз. Вунпиллӗк? — Ӑҫта алтӑпӑр-ха эпир? — тесе ыйтрӗ Гек. Итали музыкине пӑрахса, Петр хӑйӗн чӗринчи кӗвӗсен ытамне парӑнчӗ. — Ҫавнашкал нумай вӑхӑт иртнӗ пулсан, ҫыннисем ӑҫта вара? — Ҫураҫрӗ! Вӑл сана качча илме! — Мӗн тума, господин майор? — тесе ыйтрӗ Айртон. Пӑвана тусем хушшинчи шанчӑклӑ вырӑна илсе каякан контрабандистсен юланутлӑ иккӗмӗш отрядне хапха патӗнчен ҫапӑҫса чакакан отряд хӳтӗлемелле пулнӑ. Хӑйсен ҫынни-ҫке-ха, хӑйсен панӗ. — Эпир Антуко перевалне хӑпарса ҫитмен вӗт-ха? Ҫак элек айне путнӑ станца пуҫлӑхӗсем вӗсем лӑпкӑ ҫынсем, ҫынсене ӗҫ туса парас тӗлӗшрен ӳркенмеҫҫӗ, ҫынпа пӗрле пурӑнма юратаҫҫӗ, чапшӑн питех ҫунмаҫҫӗ, укҫа-тенке те питех хапсӑнмаҫҫӗ. — Лёшка, Лёшка! — вӑл тӳшек ҫинче выртакан ача пек ҫӑмӑл кӗлеткене хай кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртарӗ те чарӑнми калаҫма пуҫларӗ: — Лёшка, тусӑм, Лёшка! Ҫӗр хыттин ҫакӑнти пайӗсем ҫӗр айӗнчи вутӑн тем пысӑкӑш вучахне витсе тӑраҫҫӗ, ҫамрӑк сӑртсен эртелӗнчи вулкан шӑтӑкӗсем ҫӗр айӗнче пухӑнакан газсемпе парсене кӑларса ӗлкӗреймеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫӗр айӗнче пӗрмаях вӑйлӑ кисренӳсем пулаҫҫӗ, ӑна кунти вырӑнсенче пурӑнакансем «трамп-лорес» тенӗ. — Ун алли-урисем ҫинчи сӑнчӑрӗсене хывӑр, сержант, унтан вара ман патӑма килӗр: эпӗ сирӗнпе калаҫас тетӗп. Марыся та хӗпӗртӗ. Маша ӗненмест. — Мӗн! Ҫав тери ҫӑмӑл ҫул тӑрӑх виҫӗ сехет утнипех-и? Гурго (кайран эпӗ вӗсем улпучӗсене ҫапла каласа хисеплесе чӗннине пӗлтӗм) мана пит аван ӑнланса илчӗ. — Каҫхине Тютюрев патне кӗретӗп те сана унта кӗтетӗп, терӗ. — Сид, ҫавӑн пек лайӑх мар хӑтланма пултаракан! ҫын пӗтӗм хулипе те пӗрре ҫеҫ, эсӗ вӑл! Анчах Артём сӗтел хушшинчен тӑчӗ те кухньӑна кӗрсе кайрӗ. Виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ ӗҫмест, ҫимест, пӗрмаях: «Ӑҫта-ши манӑн асран кайми Павло Любишкин? Унсӑрӑн чун тухать, ҫут тӗнче те мана савӑнтармасть-ҫке!» — тесе тарӑхать. Сирӗн сывалас пулать; сударыня, сирӗн хӑвӑр упӑшкӑра эмеллемелле. Ҫапах та… Кӑвайтсене хупӑрласа илнӗ озеровецсем пӗр сехет ытла вӑрман шавне итлесе ларчӗҫ. Пӗри те лӑпкӑ мар. Унӑн куҫхаршисем хушшинчи пӗркеленчӗксем темрен шикленнине палӑртаҫҫӗ. — Эсир паян ман патӑмра пулнӑ, терӗҫ мана, — пуҫларӗ кардинал, ҫепӗҫ калаҫакан полковнике ҫилленнӗ сасӑпа пӳлсе. Ахаль халӑхпа вӑл нихҫан та ун пек калаҫман. Шлюпка карапран уйрӑлса ҫыран хӗрринелле кайрӗ, хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ ҫын хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле каютӑна ӑнчӗ. — Ҫук, ҫук, пӗрле, пӗр ҫемьепе, ачасене пӗр ушкӑна пӗрлештерсе, а? А Вивьен де Сен-Мартен? — Вӑл театра каятчӗ, пӗчченччӗ, чӑн ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн пӗччен иккенни те мана тӗлӗнтерчӗ. Вӑл ӳсӗрпе пӗрехчӗ, анчах ҫакӑ ун пурӗ те хитре пичӗ хӑрушла шурнинчен те йывӑррӑн пӑхакан пысӑк хура куҫӗсем пушшех тӗксӗмленсе ларнинчен ҫех паллӑччӗ. Анчах вӑл ҫавӑнтах Андрий чӗри хӗрарӑм сӑмахӗсене итлеме юратнине аса илчӗ те, хуйха кайрӗ, вара хӑйӗн ывӑлне ҫавӑрнӑ полячкӑна тавӑрма сӑмах пачӗ. Хӗрача хуллен-хулленех Том ӗҫленипе интересленсе кайрӗ те тӗнчере мӗн пуррине пурне те манчӗ. Эсир ун ҫине ан ҫилленӗр: ҫӗрле кӑна ҫавӑн пек вӑл, кӑнтӑрла чиперех. Кала-ха ӑна: кай, кирлӗ мар! — тесе, — кӳренме пултарать… Вӑл ҫамрӑк сӑнавҫа чӑрмантарман: ӑҫта та пулсан пӳлӗм кӗтессисене ларнӑ та, сайра-хутра асӑрхавлӑ ыйтусем паркаласа кӑна тинкерсе ларнӑ. Анчах Устин, кӳренсе, каялла чакрӗ: — Сана, Давыдов, шӑл йӗрме аван, анчах манӑн аяк пӗрчисем пӗтӗмпех шатӑртатаҫҫӗ. Нимле хӑрушлӑх пулас пек туйӑнмарӗ пулин те, ҫак темиҫе сехетлӗхе Халл капитан караппа ирӗксӗррӗн уйрӑлни ун юлашки сӑмахӗсенчен палӑрчӗ. Пурӑнӑҫ йывӑр мар — хуть кунӗпех нимӗн те ан ту, чӗлӗм турт та пулӑ тыт; кӗнеке вуласси те, вӗренесси те ҫук. Пӗр уяр та сивӗ ир (ун пек ирсем кӗркунне вырӑссен ҫӗрӗнче сахалах пулмаҫҫӗ) Иван Петрович Берестов хӑйпе пӗрле виҫӗ мӑшӑр вӗшле йытӑ, стременной тата ҫатӑрма тытнӑ хресчен ачисене илсе юланутпа уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ. — Ҫук! — Валя! — Пичче, Федор Тимофеич! Кондрат аллине сулчӗ: — Кичем унта. «Ӑсран каймарӗ-и вӑл?» — тесе шухӑшларӗ тияккӑн. — Эс кала-ха, тухтӑра мӗнле ҫӑласшӑн? — ыйтрӗ вӑл. Анчах та хамӑрӑн тулӑх пурнӑҫра амӑшӗсем ачасен сывлӑхӗшӗн каллех ҫав тухтӑрсен айӑпне пула мӗн тери хыпӑнса асапланнине куратӑн та, вӗсене, пуян ҫемьере пурӑнакан амӑшсене, айӑплама хал та ҫитмест. Вӑл ӗҫ мӗнле вӗҫленессине те нимӗнле хак та паман. — Ухмах! — йӗрӗнсе ответленӗ Маякин. Айккинчен пӗр кас ҫил вӗрсе иртрӗ те, вӑл кӑштах ҫӳҫенсе илчӗ, унтан тӑруках чарӑнса тӑчӗ; ыйхӑллӑ нӑрӑ туратран вӗҫерӗнсе ҫул ҫине патлатса ӳкрӗ; Сывалса ҫитме ӗлкӗрнӗ амӑшӗ ача ялан пӗр хускалмасӑр выртнине, унӑн сӑн-пичӗ ачалла мар шухӑшлӑ иккенне никамран малтан асӑрхарӗ те шикленсе ӳкрӗ. Каласах хӑварам-ха: ыран ресторацире бал пулать, унта манӑн та пулмалла, эпӗ хайхи княжнапа мазурка ташлатӑп. Ларма тухнӑ чух малти пӳлӗмре пирӗнпе тарҫӑ-тӗрҫӗ йӑлӑхтаричченех сывпуллашрӗ. Ҫакӑнта черетпелен такӑна-такӑна пычӗҫ те ӗнтӗ ротӑсем йӑлтах, пиллӗкмӗшӗсӗр пуҫне. — Тӗрлӗрен ҫыраҫҫӗ… — Давыдов, хӗлле, кулаксене ҫурчӗсенчен кӑларнӑ вӑхӑтра, ҫамрӑк, калама ҫук вӑтанчӑк учительницӑна пӗрремӗш хут курнине аса илчӗ те кирлӗ мар ҫӗртенех сасартӑк кулса ячӗ. — Шантарсах калатӑп, пытарнисӗр пуҫне эсир мана урӑх нихӑҫан та курас ҫук вара. Ҫамрӑк хурӑнсен ешӗл турачӗсем хушшипе хӗвел ҫути ӳкет те кавирӗн тӗррисем ҫинче, ман урасем тата Гаврилон тарласа кайнӑ кукша пуҫӗ ҫинче сиккелесе тӑракан ҫаврака эрешсем тӑвать. — Эпӗ аҫу ҫинчен шутларӑм. Леш, кинӗпе тата мӑнукӗсемпе килнӗ колхозник ешӗл сад айне пытанса ларнӑ тӑмран ҫапса тунӑ пӗчӗк пӳрте епле такӑна-такӑна кӗнине Воропаев курмарӗ — ыттисенчен те асӑрхакан пулмарӗ ӑна. Хӑйӗн хуйхи-суйхисӗр пуҫне, Уэлдон миссис тата упӑшки хӑйсемшӗн татӑлса куляннине манма пултараймарӗ — арӑмӗпе ывӑлӗ Сан-Францискӑна таврӑнмарӗҫ вӗт-ха. — Интересшӗн, — пуриншӗн те хуравларӗ мучи, крыльца пусмин аялти картлашки ҫинче чарӑнса тӑрса. — Ҫав мӗнпур хуҫкаланнисемпе кукӑрӑлкаланнисем. Ман ҫумра вут чулӗ, ҫулу тата ӑвӑ пурччӗ. Эпӗ вут чулне шаккаса ӑвва чӗртрӗм, шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе тупӑлхаран кӑвайт хурса кӗл ӑшӗнче ҫӑмартасем пӗҫертӗм. Анчах ҫав мӗнпур асапсем витӗр тухнӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑр умӑрти тӗллев ҫинчен манман пулсан, ун чухне вара эсир чи паттӑр этем, ун пеккине эпӗ нихҫан та тӗл пулман. Каласам, — хулӑн саспа тавӑрчӗ ӑна карчӑк. Алӑсене малалла чӑсса пӳртне кӗтӗм.. Вышимирский патӗнчен таврӑннӑ чух манӑн пуҫ та ҫаврӑна пуҫларӗ. Вӑл ҫиленсе тулхӑрнӑ пек:— Хӑравҫӑ! — терӗ мана. Юрать, хам пултӑм… — терӗ. Тетка малтан тӗттӗмрен нихҫан та хӑраман, анчах халӗ вӑл темӗншӗн хӑрама пуҫланӑ тата унӑн вӗрес килнӗ. Сэм Митчел ҫул ҫине тухнӑранпа ҫичӗ уйӑх ҫитнӗ. Урам кӗтессинче, погром вӑхӑтӗнче алӑкне хӑйпӑтса пӑрахнӑ, «Продажа минеральных вод» тесе ҫырнӑ кутӑн ҫакӑнса тӑракан вывескӑллӑ киоск тӗлӗнче, Виктор Лещинский Лизӑпа уйӑрӑлать. Пӗрре, июлӗн пуҫламӑшӗнче, эпир ӗҫленӗ ҫӗре пӗр халтӑркка пролетка вӗҫтерсе ҫитрӗ; ларчӑкӗ ҫинче сухаллӑ, ӳсер извозчик ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗр, ҫапса суранланнӑ туталлӑскер, салхуллӑн ларатчӗ; пролетка ҫине ӳсӗр Григорий Шишкин сарӑлса кӗрсе ларнӑ, улӑм шлепкеллӗ, хӗрлӗ питлӗ, мӑнтӑр хӗр ӑна алли айӗнчен тытса ларатчӗ, хӑй хӗрлӗ бантлӑ мӑйне чие ҫырли пек ялтӑркка шӑрса ҫакнӑччӗ, аллине зонтик тытнӑччӗ, ҫара ури ҫине резина калуш тӑхӑнса янӑччӗ. — Ӗҫеп каллех! Нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук! Пирӗн вӑйпа хирӗҫ тӑрасси — кулӑшла япала вӑл. Мӗн калать вара вӑл? Ҫакӑнта кукка кӗтмен ҫӗртен темле часах ҫиленсе карӗ, закуска хунӑ тарелкӑна тӗртсе ячӗ, йӗрӗннӗ пек питне пӗркелентерсе илчӗ те пирус чӗртсе ярса, хуллен мӑкӑртатса илчӗ: — Пӗр-пӗринне вӑрлаҫҫӗ, унтан пӗр-пӗрне тытаҫҫӗ, тӗрмесене пытарса хураҫҫӗ, Сибире катӑргӑна яраҫҫӗ, ну, а манӑн мӗн ӗҫ пур-ха унта? Ҫав вӑхӑтра хӗрӗх пиллӗкмӗш дивизи Ҫӗнӗ Мирополь тӗлӗнче Случ шывӗ урлӑ каҫрӗ, Котовский утлӑ бригади Любар местечко ҫине ыткӑнать. Вара поезд ҫине лар та дачӑна таврӑн. Хӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, кӗпи хыҫӗ аялалла усӑннӑ, малтине ҫӳлелле туртса хӑпартнӑ. Ҫакӑ Ванюша кулӑшла туйӑнчӗ. Парламента суйланӑ чухне хӑйсен сас прависене йӳнӗ хакпах сутса, ҫак ниме тӑман ҫынсем патша ҫуртӗнчи ҫынсем евӗрлех пур усал ӗҫсене те вӗренсе ҫитнӗ. — Пурте тарчӗҫ-и? — тесе ыйтрӗ мистер Смоллетт. Эпир пурӑннӑ вӑхӑтра асаплантарас йӑла кирлӗ марри ҫинчен никам та, — судьясем те, айӑпланакансем те, — сӑмах та хушман. Нивушлӗ ӳкӗте кӗртме, сирсе яма, хӑтӑлма ҫук… Валя мана пӗччен ямасть, хӑрать. Вальӑна хӑйне Климка ямасть, вӑл та хӑрать. Ӗнтӗ Кукубенкона йӗри-таврах ҫавӑрса илнӗ, ӗнтӗ Незамайковски куреньрен те ҫичӗ ҫын кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем те халран кайнипе аран-аран ҫапӑҫаҫҫӗ; Хӑйсен ҫуртне темле хӑрушӑ ют ҫынсем килесси ҫинчен шутласан, амӑшӗн чӗри пӑчӑртана-пӑчӑртана илчӗ. — Кам? — тет Салли аппа. Унӑн сасси тикӗссӗн юхса тӑчӗ, калас тенӗ сӑмахсене вӑл, хӑйӗн чӗрине ҫак кунхи тонпа пылчӑкран тасатас кӑмӑлпа, ҫип ҫине тӗрлӗ тӗслӗ шӑрҫа тирнӗ пек, хӑвӑрт та ҫӑмӑл тупса пычӗ. Ҫыран хӗррине ҫитме ҫӑмӑл мар. — Нимӗн те пулман, — терӗ ӑна ученый, — эпӗ питӗ кӑмӑллӑ-ха… Эпир его благородипе тахҫанхи туссем; ларса ҫиер-ха; ир каҫран ӑслӑрах, теҫҫӗ. Ӑна мӗн тӑвассине ыран курӑпӑр, — терӗ. Хулари чи лайӑх ҫуртра Авиаци шкулӗ, унӑн стени ҫине мрамор хӑми вырнаҫтарнӑ, хӑми ҫине: «Кунта вырӑссен гениллӗ ученӑйӗ, радио шухӑшласа кӑларакан Попов вӗреннӗ», тесе ҫырнӑ. Фома, чарӑнса, шухӑша кайнӑ. Пирӗн нимӗн те тумалла мар, чӑтӑмлӑрах кӑна пулмалла. Эсӗ мана хӑрса ларнӑ тесе шутлатӑн-им? Хӑй именнӗ пек пулчӗ, куҫӗсем хуйхӑрнӑ пек пӑхаҫҫӗ, тӳрре тухасшӑн темле ҫыпӑҫусӑр сӑмахсем каласа супӗлтетет, ӳкӗннӗ пек тӑвать. Фома Ежов патӗнче хулари ҫӗнӗ хыпарсене итлесе ларнӑ. Эх, вӑрҫӑ, вӑрҫӑ! — Хӑв пӗлетӗн мӗншӗнне, йӗрӗнчӗк, усал! — Пӗтӗмпех курӑнать, пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех курӑнать. — Кам мӗнле пурӑнать, пушарта унӑн ӗҫӗ те ҫапла пулмалла, кӑмӑлне кура, тенӗ пек. Эпӗ ӑна тӑтӑшах куратӑп — урӑх нимӗн те мар. Аван мар… Ҫапла пурӑнса ирттернӗ вӑл 93-мӗш ҫулччен. Тропик климатне хӑнӑхман Европа ҫыннисем пинӗ-пинӗпе вилме пултаракан вырӑнсенче хура чурасем пурӑнма, ӗҫлеме пултарнӑ вӗт. Ҫав вӑхӑтра пӑрахут хула патнелле ҫывхарчӗ; ҫуртсем кӑна мар, ҫыран хӗрринче тӑракан ҫынсем те курӑна пуҫларӗҫ. Юлашкинчен пӑрахут, ыттисенчен — пысӑккисенчен те, пӗчӗккисенчен те иртсе, портри ансӑр дока кӗрсе кайрӗ. Анчах ҫул ҫӳресси малтан ӗмӗтленнӗ пек, илӗртмеллех пулмарӗ-ха. Тӗрӗссипе, шайка сиксе тухасси Гленарвана кӑна хӑратмасть. Тӗнпе йӑпанса, Гриша ҫакнашкал тата вӑрах тӑчӗ, хӑй тӗлӗшшӗн кӗлӗсем хыврӗ. Санин хӑйӗн тусӗсене ют ҫӗршыва тухса каятӑп, терӗ, анчах ӑҫта кайнине каламарӗ: вӑл тӳрех Франкфурта вӗҫтернине вулакансем ҫӑмӑлах тавҫӑрса илеҫҫӗ ӗнтӗ. Нихҫан та ан калӑр. Эпир пӗр-пӗринчен тӑванпа тӑван пек уйӑрӑлтӑмӑр. Кансӗрлес мар тесе, юри тухса кайрӗ. Лутӑрканса пӗтнӗ вырӑн ҫинче вӑл ниҫта кайса кӗрейми авкаланнӑ, тӳсме ҫук хытӑ ыратнипе унӑн куҫӗсем сиксе тухас пек пулнӑ, ҫӳҫӗсем арпашса кайнӑ хӑй йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ. Палламалла та мар улшӑннӑ арӑмӗ ӑна тискер кайӑк пек ӳлесе кӗтсе илнӗ: — Петя, сывӑ пул, вилетӗп. Ывӑл пулать… Петр, каҫар… Сан кукаму каланине вара акӑ пач та ӗненместӗп. Унӑн арӑмне мӗншӗн вӗлернӗ-ха тата, ыйтам эп санран? Амӑшӗн портречӗ патӗнчен иртнӗ чухне, вӑл ун ҫине пӑхрӗ те хулпуҫҫисене ҫӗклесе, кӑшт кулса илчӗ. Вӑл ҫынна питӗ хумхантарать, хӑрушӑ хумхантарать, анчах чуна ҫӗклентермест — эпӗ хам ҫинчен калатӑп. Ачасен пӗрремӗш пӳлӗмӗнче ывӑл ачасем ҫывӑраҫҫӗ. — Ҫакӑн евӗрлӗ япалана эсир хӑҫан та пулсан курнӑ-и Европӑра? Яков Лукич та — вӑрттӑн мелпе уҫмалли ҫӑра. Женя хайхи чӳрече патне пӗр халтӑркка кӑна пусма илсе пырса тӑратрӗ, ун тӑрӑх чартак ҫине улӑхса кайрӗ. — … Тата ГПУ-ран хӑрамалла та мар сирӗн… — Вара… Мӑрьерен тухакан тӗтӗмшӗн те, чӗрӗ выльӑх-чӗрлӗх хӑй картишӗнче тӑнӑшӑн та тӳленӗ… — Чӑнах та, — терӗ Том та, — ҫӗр ҫумӑрпа шӳнӗ пек туйӑнса тӑрать, анчах юлашки кунсенче ҫумӑр ҫумарӗ вӗт-ха. Шывра мӗн пултӑр тата? Унӑн ҫанни вӗҫӗ, ҫухи пек, пайтах вараланнӑ иккен, хӗрринчен пӑхсан лакпа сӑрланӑ сӑран пекех курӑннӑ. Парӑмсен шӑтӑк-шӑхӑрне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗрте укҫа ҫаклаткаланипе те тепӗр ҫӗрте кӑшт-кашт пӑкӑланипе ҫех питӗркеленӗ, саплӑк ҫине саплӑк купаланӑ; нумайӑшӗ вӗсенчен — ытларах чухне хӑйсен арӑмӗсем хистенине пула — рота сумминчен е салтаксене ирӗклӗ ӗҫшӗн килекен тӳлевсенчен чӗпӗтмешкӗн те пит именсех тӑман; хӑшӗ-хӑшӗсем салтаксен укҫаллӑ ҫырӑвӗсене, — йӗрке тӑрӑх, вӗсен ҫав ҫырусене уҫса пӑхмаллаччӗ, — уйӑхӗ-уйӑхӗпе, мӗн унта, ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе те, памасӑр тытнӑ. Нимӗнле ҫухату та пулман пек ыткӑнчӗҫ вара козаксем. Вунӑ минут хушшинче кимӗ ҫырантан чӗрӗк миль таран ишсе кайрӗ. — Чепуха! — терӗ Паганель. Мӗн шутпа! — Чӑхсем те кулӗҫ! — Нумай аксан пилӗкшер пӑт акмалла. Тӗрлӗ йышши аслӑ ҫынсем тӳснӗ пулсан, мана та турӑ тӳсме хушнах ӗнтӗ… Пӳрнисем унӑн винтовка курокӗ ҫинче. Итлер-ха эпӗ каланине. — Минутлӑха кӗрӗр-ха. Анчах ӳтне тинӗсе илсе кайнӑ, вилнӗ Артур сӑнӗ куллен-кун, ҫултан-ҫул ун хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳренӗ, чӗринче хаяррӑн: «Артур вилчӗ! Ачасем тумланчӗҫ, вӑрҫӑ хатӗрӗсене пытарса хучӗҫ те, халӗ вӑрӑ-хурахсем ҫук тесе хуйхӑрса, аяккалла утрӗҫ. Ҫак ҫитменлӗхе хальхи вӑхӑтри цивилизаци мӗнпе тултарма пултарӗччӗ-ши тесе ыйтрӗҫ вӗсем хӑйсенчен хӑйсем. — Кай кунтан. Ҫырӑвӗ ҫакӑн пек пулчӗ: «Ырӑ государыня, Александра Григорьевна! Эсир тӑвакан ӗҫсене ӑнланса илме пултараймастӑп. — Ыран сире валли хваттер тупса хатӗрлетпӗр, — терӗ вӑл, Совет ҫурчӗн тӗттӗм ҫенӗкӗнчен аллисемпе хыпашлакаласа тухнӑ май. Тата эсир ахалех шикленетӗр, эпӗ сирӗн ҫинчен ГПУ-на кайса калас ҫук ӗнтӗ. Тур патӑрччӗ пире иксӗмӗре те ун пек пулма. «Ҫав тилӗ ҫӗрле тухса шӑвӑнать пулӗ» — сӳтсе явнӑ хӑй ӑссӗн, — е тул ҫутӑлас умӗн. — Чашӑкӑра илӗр те ҫынна кайма ирӗк парӑр, — терӗ ӑна Шубин. Элена вӑл юлашкинчен чуптуса илесшӗн пулчӗ, ҫамрӑк хӗрарӑм, хӗрелсе кайса, килӗшетӗп, терӗ. Ҫав историе кала-кала кӑтартнӑ чух итлекенсем пӗртен пӗр ҫакна кӑна пӗлме тӑрӑшрӗҫ: — Кам пӗлнӗ вара ҫакӑн ҫинчен? Устенькӑпа Белецкий хӑйсене ирӗклӗн тыткаларӗҫ, тата эртеле хавхалантарас тесе тӑрӑшрӗҫ пулин те, килӗшӳллӗ те кӑмӑллӑ калаҫу пулмарӗ. Машенька! — кӑшкӑрать вӑл. Пӑру пуҫӗсем хаклӑ мар… Ун телеграмӗнче нимӗнле арпаштару та пулман. Пирӗн пӗр-пӗринчен мӗншӗн сивӗнмелле-ха? Эпӗ анланмалла мар темле сӑмахсем мӑкӑртатрӑм. Лаша аяккалла сиксе ӳкет, анчах лапчӑтнӑ хӑлхасенчен пӑшал вулли пырса тивет те, лаша каллех сиккипе кайса, малтисене хӑваласа ҫитет. Мистер Трелони мӗн тери уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Вӑл манран, тинӗсре пынӑ вӑхӑтра команда лайӑх ӗҫлерӗ-и, тесе ыйтрӗ. Эпӗ вара, кашни матрос хӑйӗн тивӗҫне тӑрӑшса пурнӑҫлани ҫинчен, мана нихӑҫан та сире лайӑхрах ӗҫлеме сӗнме тивменни ҫинчен каларӑм. — Пӗлетӗн-и, Праскухина вӗлернӗ, — терӗ. Пӗчӗк Джек та хӑйне тархаслаттармарӗ, ун хыҫҫӑн тӳрех ҫиме пуҫларӗ. «Грушӑсем питӗ тутлӑ», — терӗ вӑл, вара ҫавӑнтах йывӑҫ улмисене татса пӗтерчӗҫ. Елена кӳренчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ. Хӑҫан та пулин эсӗ те мана йӑлӑнӑн. Эпӗ сана «ырӑ ҫыннӑм, суд хӑех йӗркине тупӗ» тейӗп… Вара пурте ашшӗпе пиччӗш хыҫҫӑн пыракан Никитӑн мӗлки ыттисеннинчен ытларах чӗтренине, пиччӗшпе шӑллӗн вӑрӑм мӗлкисенчен йывӑртарах пек пулнине курчӗҫ. Вӑл курӑк ҫине хутланса кӗрсе выртрӗ те часах харлаттарма тапратрӗ. — Каласа парӑр-ха: мӗн тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ халӗ Парижре, Лондонра, океан леш енче? Иван Иванович аллине поднос еннелле тӑсрӗ те курка тытрӗ. Вӗсем ҫара ури ҫумне ҫыхса лартнӑ пысӑк шпорӗсемпе лашисен ахаль те юнлӑ аяк пӗрчисене тӑрӑнтарса пыраҫҫӗ. Хӗрӗсем кӗтеҫҫӗ те вӑрттӑн ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: «Атте, мана качча пар! Мана. Ҫук, ӑна мар, мана, мӗншӗн тесен манӑн хулпуҫҫисем, пӑх-ха, епле хитре. Кунта ӗҫлеме кӗнӗренпе яланах пулса пырать. Разметнов пӑхӑнчӗ. — Ҫапла калаҫаҫҫӗ: тӗн опиум иккенне ӑнланса илтӗмӗр, теҫҫӗ… 1627 ҫулта де Нуитц тата Витт, пӗри хӗвеланӑҫӗнче, тепри кӑнтӑрта, хӑйсен умӗнчи ҫынсем тупнӑ ҫӗрӗ ҫумне тата ҫӗнӗ ҫӗрсем тупса хушаҫҫӗ. Анчах ун куҫӗсем йӗркесем тӑрӑх ахалех шурӗҫ: вуланине вӑл нимӗн те ӑнланмарӗ. — Ӑхӑ, эсир намӑс ҫуртӗнче пулнӑ? — юриех хыттӑн та хаяр ҫивӗчлӗхпе тытса илчӗ Осадчий. — Индеецсенчен ман ним хӑрамалли те ҫук. Леш хӗрӗ качча тухнӑ, вӑл ҫапах та ӑна хӑй асӗнчен яман. Анчах мана вара Гриша питӗ килӗшрӗ, таланчӗ пурах теттӗм эпӗ ун пирки. — Нимӗн те тума ҫук вӗт! Таткаланса пӗтнӗ кивӗ диван хӗрринче, аллисемпе чӗркуҫҫийӗ ҫине тайӑнса, пылчӑклӑ урай ҫине нимӗн тӗлсӗр пӑхса, ҫамрӑк хресчен хӗрарӑмӗ ларать. Смолин сахал улшӑннӑ, ҫавӑн пекех тикӗс кастарнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, ҫавӑн пекех сартутлӑ пулнӑ, кӑпӑш мӑйӑхӗсем кӑна унӑн чылай вӑрӑмланнӑ, тата куҫӗсем пысӑкланнӑ пек курӑннӑ. — Тӗрӗссине калатӑп, сирӗн величество. Чӑн калатӑп эпӗ сире. Валя мана выртма кансӗр пулӗ тесе, пӑшӑрханма тытӑнчӗ. Гленарван хӑйӗн «поставщикӗсемпе» (Паганель ҫапла каларӗ вӗсене) ыр сунса сывпуллашрӗ те, ҫур сехет иртичченех вӗсем лагере ҫитрӗҫ. Ыйт: ӑна ҫынсене юратни кирлӗ-и? — терӗ. — Тӗрӗк ҫыннипе кайсан ним хӑрушши те ҫук. Унта кӳлӗ курас пулсан, вӗсем хӑйсен юлташӗсене шыв хӗрринче кӗтсе тӑраҫҫӗ. Шывӗ пулмасан, вӗсем васкасах хирӗҫ тухӗҫ, юлташсене ахаль вӑй пӗтерсе ҫӳресрен хӑтарӗҫ. Эпир замока питӗрсе илнӗ сирӗн ачӑрсене паратпӑр, эсир пире пурне те ирӗккӗн тухса кайма чармастӑр. Пирӗн штурман, вӑтаннӑ пек кулса, самолет ӑшне кӗрет. Магазинта чупкаласа тумалли тата килте те ӗҫ нумай пулни те эпӗ ытла та кичем пулнипе ҫывӑрса кайнӑ пек ҫӳреттӗм: хама магазинтан хӑваласа яртарма мӗн те пулсан сӑлтав тупӑнтӑр тесе, час-часах шухӑшлаттӑм. Хальхи пекех астӑватӑп-ха, кӑмакине чӗртсе янӑччӗ. Кораблев, хулӑм та лапсӑркка френч тахӑннӑскер (вӑл ӑна ӳсӗрӗлсен е чирлесен-тусан тӑхӑнатчӗ), кӑмака умӗнче вут ҫине пӑхса ларатчӗ. Рамоспа Аррелано пӗр шанӑҫ ҫуккипе хӑйсен вӑрӑм уссийӗсене пӗтӗркеленӗ. Пӗр вӗтлӗх хыҫӗнче мана темле хускалман хура тӗм курӑнса кайрӗ, пӗр-пӗр вилӗ пулмалла, кашни хут костыль ҫине тӗренсе ҫырла татма пӗшкӗнсен темшӗн мана пӑшӑрхантарчӗ ҫав вилӗ. Эсӗ, ман шутпа, ахалех ҫухалакан парне кӑна… Уездра каланӑ пек каласан, вӑл хӑйне пур енӗпе те улпутла тытнӑ, хитре хӗре качча илнӗ, хӗрпе пӗрле икҫӗр чун хресчен тата темиҫе пин тенкӗ укҫан илнӗ. Кӑшкӑрашу пушшех вӑйланса кайрӗ. Чорбаджисем те-ха — халӑх юхӑмне кирек хӑҫан та чӑрмантарса тӑнӑ клас-ха вӑл — вӗсем те хӑйсен таврашӗнчи ҫынсен ӑс-хакӑлӗ ҫӗкленнине пула, революциллӗ шухӑшпа хӗтӗрӗне пуҫларӗҫ. Тупӑнчӗ те иккен инкек ҫукран синкек!» — шухӑшларӗ вӑл Лушкӑн уйӑх ҫуттинче симӗсрех тӗслӗн курӑнакан сӑнӗ-пичӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса. — Паллах уҫатпӑр, — терӗ пичче манӑн сӑмаха ҫирӗплетсе. Эпӗ офицер, вӑл хӑять… Эх, Лекҫей, эпӗ мӗн курнине эсӗ курас-тӳсес ҫук! Вӑл… — Ан ятла-ха эсӗ, ахаль те кулянатӑп эпӗ. Амӑшӗн куҫне унӑн ҫап-ҫутӑ тасатнӑ атти курӑнса кайрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, хам чунӑм прастуйлӑхне пула, ҫак сӑмах ҫинчен калаҫса илесшӗн эпӗ… Одеколонпа сапӑннӑ, йывӑр та антрацит куҫлӑ арҫынсем, килтен тухиччен вӗсене лакпа сӑрласа янӑ пек ялтӑртатаҫҫӗ. Ун пек лаша ҫавӑн пек хӑвӑрт кайма пултарни ӑнланмалла мар пек туйӑнать. — Илтрӗм анчах мар, ӑна куртӑм та, алӑпа та тӗртӗнсе пӑхрӑм. Ӑҫтан килет-ха вӑл сасӑ, пӗлӗтрен-и е океанран-и? — А ун карабинӗ? — тесе хавхаланса ыйтрӗ ученый. Нимӗн те манман эпӗ, — тавӑрчӗ карчӑк. Рио-Колорадо Тепӗр кунхине, октябрӗн 22-мӗшӗнче, ирхине сакӑр сехет ҫитсен, Талькав ҫул ҫине тухма сигнал пачӗ. Вӑл юриех аслӑ урама тухрӗ, тӑкӑрлӑксенче е чӗлӗм чӗртме, е хирӗҫ пулнӑ ҫынпа калаҫса илме час-часах чарӑна-чарӑна тӑчӗ. — Вӑл тӗрӗс, Келли, — ерипен ответленӗ Робертс. — Ҫапла, тӑванӑм, ӑна-кӑна пӑртак куркаланӑ эп… — калаҫма пуҫланӑ вӑл, пуҫне силлесе илсе. Чӑнах, икӗ дачӑра выляса панӑшӑн тӳлерӗҫ ӗнтӗ, анчах пит сахал пачӗҫ. Тӗксӗммӗн курӑнакан куҫӗсене козырёк айнерех пытарса пӗрмай юман айӗнче тӑнӑ Лозневоя чӗнсе илсе, Волошин майор ҫапла ыйтрӗ: — Ӑҫта-ха вӗсем… хайхи сан боецсем? Пӗр самант ӗнсисене хыҫса, шухӑша кайса тӑчӗҫ, унтан герцог хӑйӑлтатса кулса ячӗ те:— Ара, шухӑшлӑр-ха эсир, — терӗ, — ҫав негрсем еплерех камит кӑтартрӗҫ. Ромашов ӗҫе хӗрсе тӑваканскер, ҫапах та унӑн нимӗнле моралӗ те ҫук — начарри те, лайӑххи те ҫук. Джемма героиня пулма ҫуралнӑ. Вӑл шанчӑклӑ юлташ. Вӑл таса та нимрен хӑраман хӗр, ун пек хӗр ҫинчен ҫав тери нумай поэтсем шухӑшланӑ. Урӑхла каласан, пӳрт ҫивиттине пӑр ҫапнӑ пекех калаҫать… хаяр! (Ку тӗлте манӑн ҫул ҫинчи заметкӑсем пит кӗскен ҫырӑнса юлнӑ. Вӑл хӗрелчӗ, ҫӗтсе кайрӗ те хӗре икӗ аллинчен ярса тытрӗ. Суд пулмалли куна ялан куҫарса пыраҫҫӗ, маншӑн ҫав кун нихҫан та ҫитес ҫук пек туйӑнать, ҫавӑнпа эпӗ, патак ҫиес мар тесе, старик валли Тэчер судьяран вӑхӑтран вӑхӑта ик-виҫшер доллар илсе тӑратӑп! Старик-пассажир малтанхи пекех мачта ҫумне таянса, аллисене какӑрӗ ҫине хӗреслетсе, шухӑшласа тӑчӗ. Виҫҫӗмӗш, вӑл енне кайсан — «рабочи» сӑмаха та «социализмлӑ промышленноҫӑн труженикӗ» тесе улӑштармалла пулнӑ пулӗччӗ. Анчах тӳрлетӳ авторӗсем теме пула ҫавна сӗнмеҫҫӗ. Балькарра лорд ӑна: «Генерал, сире ҫитӗнӳсем тума сывлӑх сунатӑп», терӗ, де Ла-Тур д'Овернь принц вара: «Чипер кай, тӑванӑм!» тесе сывпуллашрӗ. — Куратӑн. Тӑнсӑрланса ӳкес умӗн пулакан мӑка, ҫӗткеленчӗк туйӑм евӗр, тӑкӑскӑ кӑтӑк евӗр, тӑсмаккӑн сурса, нӑйкӑшса кайрӗ Ромашовӑн кӑкӑрӗпе вар-хырӑмӗнче. — Пӑхӑр, чарӑнса тӑчӗ. Астӑвӑр ӑна, вӑл аяккалла каясшӑн. Ҫапах ҫав каҫ пӗчӗк хулара пит савӑнӑҫлах пулмарӗ. Пифагор вилнӗ хыҫҫӑн икҫӗр ҫултан Аристотель ученӑй Уйӑх, Венера, Марс тата ытти планетӑсем мӗнле куҫса ҫӳренине ӑнлантарса пама пӑхнӑ. — Эсӗ — кампа калаҫатӑн? — тесе ыйтаҫҫӗ унтан. Пӗчӗккисене. Килӗшетӗн-и, эпӗ генерала каласа пӑхӑп, — терӗ Володя (хӑй вӑл кунти генералсенчен пӗрне те палламан-ха). — Ҫунса кайнӑшӑн питӗ шел». Мӗнлерех хӑрушӑ тертсенчен хӑтарнӑ пулӗччӗ вӗсене Гарриспа Негорӑн вилӗмӗ — вӗсене тивӗҫлӗ вилӗм! Ҫанталӑк начар пирки ҫыранти мӗнле те пулин пач палламан кӗтесре хӳтлӗх шырамалла пулсан, мӗн шутласа тупӗ-ха вӑл? Марийка яланах унӑн ҫӗкленсе, кӑтраланса тӑракан ҫӳҫӗпе выляма юрататчӗ. Ҫынӑнне пуҫне касса татсан, вӑл пусма ҫинчен аялалла анса ӳкет, ыттисем вара аслӑк ҫинелле хӑпарас ҫук — салтаксем ухмах мар! Эпӗ пырса ҫитни вӗсене савӑнтарчӗ. Джо индеец! Наталья Савишна кӗчӗ те, эпӗ тунӑ кӳлленчӗке курсан, пуҫне пӑркаларӗ; унтан анне ӑна хӑлхинчен тем каларӗ, вара лешӗ мана юнаса тухса кайрӗ. Ҫӗртен, тертлентерекен мӗлкесенчен, ӑна пӗр каҫ ҫеҫ уйӑрать. Сильвер чӗлӗмне пӗр-икӗ хутчен туртрӗ те, малалла калаҫрӗ: — Эсӗ, Джим, пирӗн пата хӑнана килтӗн пулсан, эпӗ сана хамӑн ӑсӑмра мӗн пуррине пӗтӗмпех каласа кӑтартам. Хырӑм выҫҫипе аптранӑ Алексей ҫак пӗчӗк тискер кайӑк чӑрӑш йӗкелӗнче мӗн тупнине пӗлесшӗн пулчӗ. Ҫак сӑлтавпа: карчӑксем вӗсем — шанчӑклӑ япала. Ан тив, эпӗ унӑн урисене кӑкӗнчен тӑпӑлтарса кӑларманшӑн савӑнтар! — Унтан, куҫӗсене ытла та хаяррӑн ялкӑштарса, ҫапла вӗҫлерӗ: — Вӑл, ара, ирсӗрскер, Мамонтов генералпа пӗрле сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ-ҫке-ха. Вилес умӗн эпӗ сирӗн ҫинчен чӗререн тав туса шухӑшлатӑп, сирӗн кӑтартса панӑ тӑрӑх манӑн ҫамрӑк чухнехи чи лайӑх ҫулсем ҫинчен шухӑшлатӑп. Сӑмахран, вӑл никамран та кивҫен укҫа ыйтмасть. — Ҫапах та халиччен… — тесе пуҫларӗ майор, малалла татах калаҫтарас тесе, географа вӑрҫтарма пӑрахмасӑр. — Манӑн тусӑм Дик та-и? Геркулес та, ватӑ Том та? Ҫав юнпа вара пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине сӗретӗн, унтан вара пӗчӗк шӑтӑк чаватӑн та ҫав ҫуррине тӑпра ӑшне пытаратӑн… пӗлӗт ҫинче уйӑх пулман чухне, ҫур ҫӗр тӗлнелле ҫитсен, хӗреслӗ ҫул ҫинче пытаратӑн… тепӗр ҫуррине ҫунтарса яратӑн. Вӑл урисене йӗнер пускӑчисенчен кӑларать, лаши ҫинчен анать, ура сыпписенче ыратнине аран-аран чӑтса, сылтӑм флангалла утать. Астӑватӑн-и, сан ятпа карт пӑрахсаттӑм эпӗ? Шӑпах ҫапла, вӑл ун чухне каланӑ пекех килсе тухрӗ вӑт. Хӑнасем ӑна хапӑл туса йышӑнчӗҫ. — Паганель, — терӗ ӑна майор, пӑлханса каймасӑр, — манӑн вӑрӑм труба сире кирлӗ пек пулсан, вӑл сирӗншӗн хуть хӑҫан та хатӗр пулӗ. Кам та пулин хӑҫан та пулин ҫавӑн пек япала курнӑ-и вара: ҫын лаша ҫине утланса ларнӑ та аллипе хӑйӗн пуҫне тытса пырать?.. — Вӑл мана кӗреҫепе ҫапрӗ те эпӗ тарса кайрӑм… вӑл мана хӗнерӗ, ҫавӑнпа эпӗ тартӑм… — Пупсемпе судри чиновниксене тата пуян ҫынсене те, патшасене те. Андрей хӑлхисенчен сасартӑк шыв юхса тухнӑ пек пулчӗ, — вӑл ҫил кашланине, тӗттӗмре йывӑҫсем чӗриклетнине, утӑ купи ҫывӑхӗнчех йӑлкӑшакан кӑвайт ҫинче хӑрӑк-харӑк ҫатӑртатса ҫуннине тата ҫынсем калаҫнине илтрӗ. Мӑнастир хӗрринчи уҫланкӑра, мӑйӑр йывӑҫӗсен айӗнче, игумен уҫӑлса ҫӳретчӗ. Кӑвайт та, ун таврашӗнчи ҫынсен хура пӗчӗк кӗлеткисем те пӗтӗмпех-пӗтӗмпех курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Ҫапах та полковник арӑмӗ, унӑн ҫивчӗ куҫне кура, ун ҫине ӑшшӑн пӑхкалать, тетчӗҫ: вӑл вара ҫакӑн ҫинчен юптарса каласан ҫилленмеллипех ҫилленетчӗ. Ҫакна хирӗҫ эсӗ мӗн калӑн? Хӑй мӗншӗн кӑмӑлсӑр пулнин сӑлтавӗсене вӑл пирӗн умра каласа пама вӑраха хӑвармарӗ. Анчах тӑрӑшни усӑсӑр! Миките халь те паҫӑр вырӑнаҫса ларнӑ пекех ларнӑ. — Акӑ отвечӗ те кунтах, — терӗ хупах хуҫи. — Кунта вӗсем темӗн чухлех килсе тулнӑ, — терӗ малта тӑраканни. Вӑл пиччӗшне пиллемерӗ, унӑн сылтӑм алли ряса ҫанни ӑшӗнче ҫыхланса ларчӗ, вара Петр вӑл аллине юри ҫыхлантарчӗ пуль, тесе шухӑшларӗ. — Манӑн ҫакна питех те пӗлес килет: министрсем тесе эсир мӗнле ехусене калатӑр? Володя ҫут тӗнчере нимрен ытла йӑлӑхтарса ҫитернӗ сӑмахсене калама юратманнине, вӗсенчен йӗрӗннине эпӗ пӗлсех тӑратӑп, Варенька та вӑхӑт ирттересшӗн ҫанталӑк пирки е урӑх япала ҫинчен калаҫнинчен яланах кулать, — анчах пӗрле ларнӑ чух мӗншӗн-ха, пӗр-пӗринчен вӑтаннӑ пек пулса, вӗсем иккӗшӗ те ялан чӑтмалла мар йӗрӗнтерекен сӑмахсем калаҫҫӗ? — Ҫук, сеньор, шел, ман пӗр тумлам арех те ҫук. Челкаш икӗ сехетрен каялла таврӑнчӗ. Лена тутисене ҫыртнӑ та, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, чупать, аякран пӑхсан, ӑна телей хыпарҫи вырӑнне йышӑнма пулать. Пултаратпӑр-и? Пӗр етре пирӗн пуҫ тӗлӗнчен ҫӳлтен иртсе каять, тепри хӳме умне ӳкет, виҫҫӗмӗшӗ пура патӗнчех хӑйӑра сирпӗтет. Пиратсене ҫӳлелле тӗллесе пеме тивнӗ, етресем вӗҫес вӑйне ҫухатаҫҫӗ те хӑйӑр ӑшне кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Кирен кӗнеке вулама юратманшӑн Катя питӗ ҫилленетчӗ. Халӑх лӑпланса ҫитсен вара, Лемерль ура ҫине тӑнӑ. — Юрать, анчах эпӗ сирӗн пӗр ыйтӑвна хирӗҫ — пӗрремӗшне хирӗҫ кӑна ответлеме пултаратӑп. — Мӗнле каятпӑр-ха эпир? Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсене лайӑх туса пынипе, хӑравҫӑ мар, паттӑр пулнипе, ҫирӗм ҫынпа командовать тунипе, хӑй сӑнанӑ тӑрӑх, ҫав 20 ҫын ун ҫине ӑшшӑн пӑха-пӑха илнипе хӗпӗртесех ӳкрӗ, яшланса-маттурлансах ҫитрӗ. — Тӑр, барышня. Куҫӗсене ытла тӑруках уҫмасӑр, барышня:— Кай шуйттан патне. Эсир ҫултан аташса кайнӑ-им? — терӗ вӑл татах. Иманус ӳкекен ҫынна перес шутпа юлашки авӑрланӑ пистолетне сулахай аллинчен сылтӑм аллине тытрӗ. Шурӑ тумлӑ арҫын ачасем кӗмӗл ывӑссемпе аш, ҫӑкӑр, типӗтнӗ улма-ҫырла та тутлӑ пелуз эрехӗ валеҫсе ҫӳренӗ. Станицӑра юлашки сасӑсем лӑпланаҫҫӗ. Чапа тухнӑ Ф. «Малютки» эп пулӑшнине кура тӑваттӑмӗшне путарчӗ. 1797 ҫулта вӗсенчен Басс текенни Ван-Димен ҫӗрӗпе Ҫӗнӗ Голланди хушшинчен витӗрех тухса кайнӑ, халӗ вӑл пролива унӑн ятне панӑ. Пирӗн ҫаксемшӗн пуриншӗн те Хӗвеле тав тумалла. Эпӗ хам та ҫав юрӑпа темиҫе пин шӗпӗн пӗтертӗм, — чӑн калатӑп, хам алӑсенчи шӗпӗнсенех пӗтертӗм. А ну-ка, татах! — тет. Эпӗ ӑна тӗртсе ярасшӑн, кутӑнлашатӑп, ҫавӑнтах эпир иксӗмӗр те юр ҫине персе ӳкетпӗр. Улпут майри сана авланма хушмасть: унӑн ирӗкӗ! Анчах вӑл ҫавна теппипех пӗлсе ҫитесшӗн пулчӗ, ҫавӑнпа таса хӑйӑрлӑ варинкке пек вырӑн шыраса тупрӗ, ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫапла каларӗ:— Хурт-кӑпшанкӑ, мана хам мӗн пӗлес килнине каласа парсам! Офир ҫӗршывӗнче хывӑннӑ юмахсенчен пӗрне итлес теместӗн-и эсӗ?.. — Щетка, — хушса хучӗ вӑл, тумтирне тасатнӑ пек туса кӑтартса. — Никам та нӑйкӑшмасть, Давыдов, — тытӑнарах каларӗ Дубцов, — ӗҫ кунта мар. Вӑл ку япала мӗнпе пӗтессе кӗтрӗ. Манӑн пиччен, паллӑ фактсемпе ҫирӗплетекен теорийӗ, ҫӗр варринчи вут ҫинчен наукӑра халиччен пур те йышӑнакан теорисемпе килӗшмен пирки тӗнчери пур ҫӗршывсенчи вӗреннӗ ҫынсемпе пит хытӑ тавлашмалла пулчӗ. Калаҫас пулсан, ман вӗсемпе чиркӗвӗн чан тӑрри ҫинче тӑракан ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫмалла пулчӗ. Мастерскойӗнче сан вырӑнта — Цветаев, эпӗ ӑна сахал пӗлетӗп, губкомра пӗр-пӗрне куркалатпӑр, ухмах мар пулас, анчах хӑйне хӑй асла хураканскер. Тӑр, тумлан. Мансах кайнӑ. Воропаев Корытов ҫине тӗлӗнсе пӑхать. Вӑл кулленхи ӗҫ текенскерпе паллашма та ӗлкӗрейменччӗ, ҫамрӑк та именчӗк каччӑ, ватӑ Абрамов колхозник ывӑлӗ, килсе ҫитрӗ, пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускаласа, вӑл именсе калаҫма пуҫларӗ: — Давыдов юлташ, паян пирӗн туй, сире пӗтӗм ҫемьепе чӗнетпӗр. Унта вара аттене кӗтсе илӗпӗр. Пӗлтерӳ хӑйне тимлӗн вулама хистет. Шурлӑх ҫинче лагерь туса вырнаҫнӑ! Ҫакӑншӑн эпӗ ӑна чуптуса илме те хатӗр. «Ав мӗнлине тӑхӑнасшӑн!» — кулса ячӗҫ хӗрсем. Пачах урӑхла, уншӑн пулсан, хӑй ку таранччен нихҫан та илтмен ҫавӑн пек лӑпкӑ та чипер сасӑллӑ леш хӗрача каллех килни аван та пулӗччӗ. — Пурне те пӗлетӗп-ҫке эпӗ! Ҫавӑн пек чухне темшӗн вӗсем хӑйсене хӑйсем ӑна парӑмлӑ пек, вӑл хӑй тӑванӗшӗн мӗн тунине ӑна нихҫан та тӳлесе татас ҫук пек тыткалатчӗҫ. — Тавтапуҫ, Айртон, — терӗ ӑна Гленарван. Хӑйӗн шиклӗ шухӑшӗсем пирки асап курнӑ пек, нимле чӑнлӑх та ӑна ытларах асап кӑтартма пултарас ҫук. — Мӗнле шутлатӑн эсӗ, мӗнпе пӗтӗ ку ӗҫ? — тесе ыйтрӑм эпӗ унтан. Вӗсем хӑйсен чӗрнисемпе пӗрне-пӗри ҫав тери йывӑр суранлатаҫҫӗ, ҫапла пулсан та вилекенсем сахал пулаҫҫӗ. Воропаев генерал патӗнчен тухсан (ӑна ҫав генералпа Романенко паллаштарчӗ), вӑхӑт ӗнтӗ каҫалла сулӑннӑччӗ. Эпӗ сире айӑпласа каламастӑп, кулянатӑп ҫеҫ. — П. полкринччӗ пулас вӑл? — ыйтрӗ асли. Хӗрсем иккӗшӗ те кӑмака ҫине вырнаҫса ларчӗҫ те вӗсем ҫине пӑхса пӑшӑлтатрӗҫ, лешсем вара мӗн ҫӗрлечченех ӗҫрӗҫ. — Сывлӑх сунатӑп, Макарушка! Ун вырӑнне эпир Садовой-Триумфальнӑйри шкул ҫинчен пайтах ырӑ хыпарсем илтрӗмӗр, ҫав шкулта ӗнтӗ Катьӑпа манӑн кун-ҫулӑмра тахҫан асран кайми ӗҫсем пула-пула иртнӗ. Ҫакӑнта пӗр ҫур сехет малтантарах чупса кайнӑ кӑвак лашана хӑваласа ҫитме тӑрӑш. Эсӗ ӑна: пӑрҫа, ах…, тесе ҫеҫ кала, вӑл сана: пӑрӑҫ, ах… тет. Ҫапла, ҫапла вӑл. Пирӗн Король урамӗнчи ҫуртра эсӗ ҫак ҫӗрхи пек лӑпкӑ ҫывӑрса ҫӗркаҫни пулнӑ-и? Турӑ сана тӗрлӗ инкекрен сыхласа тӑтӑр! Тата эсӗ, кӗҫҫе пит, ҫакӑн пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн аҫу-аннӳ килӗнче пурӑнатӑн! Дубава револьвер тытнӑ аллине алӑк еннелле тӑсса, урай ҫумнех ҫыпҫӑнса выртнӑ. Корчагин кукленсе, наган барабанӗнчи патрон хумалли шӑтӑксене пӳрнисемпе хыпашласа ларать. Наганӗнче пӗтӗмпе те пилӗк патрон кӑна. Халь ӗнтӗ каймалли нумаях юлмарӗ. Мӗнле айван эс!..» Хӗрсем хушшине кӗрсе ҫухалнӑ Алексей, ахӑлтатса кулса, кӑшкӑрать: — Ку — кулӑшла юрӑ! Хӗре, кӑркка амине шуҫ витрене чиксе лартнӑ пек, ылтӑнпа кӗмӗл парча ӑшне кӗртсе лартнӑ, хӑвӑр ҫапах та; ҫийӗмре те тумӑм ҫук, тесе кӑшкӑратӑр! Хӗр патӗнчех Никита ларать. Унра калама ҫук савӑнӑҫ тӑвӑллашнӑ, хаваслӑ кӑшкӑру пулса тулалла сирпӗннӗ. Никита вара кашни кунах хӗвел тухсан, хӑйӗн шӗвӗр курпунне мӑкӑртса, юханшыв енне, «Ӗне чӗлхи» текен сӑмсаха каять, — унта халӗ платниксем, каменщиксем кураксем пекех пырса тулнӑ. Сывлӑшра ӗнтӗ хӗвел тухни сисӗнет. Ӑна кӗрлесе тӑракан машинӑсен хушшине вырттарнӑ пулнӑ. Ҫук, вӑл хӑй ирӗкӗпе… эпӗ кӑмӑла каяттӑм ӑна, вӑл вара… аванччӗ… Эпӗ кун ҫинчен акӑ мӗншӗн асӑнатӑп: пирӗн хӑнӑху вӑйӗ тата япаласем ҫинчен малтанах хӑй майлӑ шухӑшласси ытла та хӑватлине кӑтартас тесе анчах калатӑп. Вӑл вӗсен ашшӗ, вӑл Грант капитан пулчӗ! — Камӑнне? — Хамӑнне. Оленин пӑшалне илчӗ те старике тыттарчӗ. — «Ара эпир санпа иксӗмӗр пӗрле пытӑмӑр-ҫке?» Тепӗр кунхине Кандов ун патне каллех пырса кӗчӗ. Путсӗр ӗҫ, вӗсем ӑнланаҫҫӗ вӗт! Вӑл ыйткалакан карчӑка аса илчӗ. Станицӑсенчи пӗтӗм халӑх арбуз уйӗсемпе виноград пахчисенче хӗвӗшет. Ҫынсем тӗрлӗрен тумланаҫҫӗ те тӗрлӗрен калаҫаҫҫӗ, анчах эсир пуян французсем, нимӗҫсем, акӑлчансем рабочи халӑха мӗнле тыткаланине пӑхӑр та, вӗсем пурте рабочисемшӗн пуҫ касакансем пулнине курӑр, — пырӗсене шӑмӑ лартӑр вӗсенне! Авӑрланӑ карабинӗсемпе вӗсем ҫывхарса килекен агуарсен пӗрремӗш ӗретне персе ямашкӑн хатӗр. Карабинӗсене хулпуҫҫи патне тытнӑччӗ, анчах Талькав вӗсен кӗпҫисене аллипе хӑпартрӗ. — Гордеев!.. — шӑппӑн каланӑ Иона Юшков. Ака халь эпир Уйӑх ҫийӗнчен темиҫе километрта кана. «Самокритика» сӑмах акӑ мӗне пӗлтерет вӑл, эпӗ ҫапла ӑнланатӑп. — Эсир, подпоручик, хӑйсен государьне ҫирӗм пилӗк ҫулне чыслӑн панӑ хастар ватӑ офицерсене вӗрентме ҫамрӑкрах-ха. Монтанелли ҫаплах йӗчӗ, унӑн куҫҫулӗ пӳрнисем тӑрӑх юхса анчӗ. Ун пит-куҫӗ ҫинче кӑшт именкелени те, ҫавӑнпа пӗрлех тата хӗпӗртени те палӑрать; тепӗр чух пулсан, вӑл ҫапла уяври пек тумланнине тата мӑнаҫлӑн утнине курсан, ахӑлтатсах кулаттӑмччӗ пулӗ ӗнтӗ эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ман кулас шухӑшӑм ҫукчӗ. Урлӑшӗ тӑршшӗнчен те вӑрӑмрах, хӑй ҫамрӑк пулин те, пит-куҫӗсем ҫап-ҫаврака… — Эсӗ кинжалне хӑвна ил, сӑхманне те ил, пӑшалӗшӗн вара, пыр, эпӗ сана виҫӗ манит парӑп. Пурте савӑк шапӑлтатма тытӑнчӗҫ. Мухтав турра, манӑн хӗрсем ҫук! Дениска Егорушкӑран иртсе кайрӗ, ҫавӑншӑн питӗ савӑнчӗ. Кӑвайтри кӑвар сӳнсе ларчӗ. — Пырать… аван хуҫасем… — мӑкӑртатрӗ вӑл. Вӑл ҫав тери сисӗнмесӗр иртсе каять, унпа сывпуллашма та ӗлкӗрейместӗн. Ҫапах та хӑй кӑна пӑхмасӑр ростовщик пит-куҫӗнчи кӑшт ҫеҫ палӑракан йӗрсене те ӳкересшӗн пулнӑ. Уйӑх тулнӑ чух эпӗ час-часах ҫӗр каҫа тӳшек ҫинче ларатӑп, уйӑх ҫути ҫине, мӗлкесем ҫине тинкерсе пӑхатӑп, шӑплӑха, сас-чӗвӗ тӑнлатӑп, ҫав хушӑра тӗрлӗ япаласем, нимрен ытла хӗрӳллӗ юрату кӳрекен поэзилле телей ҫинчен ӗмӗтленетӗп, ку телей мана этем пурнӑҫӗнчи чи пысӑк телей пек туйӑнать, ҫак телее хам ку таранччен шухӑшра кӑна курма пултарнишӗн пӑшӑрханатӑп. Лемерпа Ван-Схоутен вӗсен пысӑкӑшне вунпӗр фута ҫитет, теҫҫӗ. Янкель, ку сӑмахсене илтсен ун патне ҫывӑхарах пырса тӑчӗ те, аллисемпе темле вӑрттӑн япала ҫинчен пӗлтернӗ чухнехи пек паллӑ туса каласа хучӗ: «пан, ан шарла, никама та ан кала: козаксен лавӗсем хушшинче манӑн та пӗр лав пур; эпӗ козаксене кирлӗ тӗрлӗ япала турттарса пыратӑп, ҫул тӑрӑх ҫара кирлӗ япаласене ҫав тери йӳнӗ хакпа сутатӑп; нимле жид сутман йӳне хакпа сутатӑп. Ҫак сыхлӑха пула ҫеҫ вӑл, ӗмӗрне никама шанманскер, хӑй шиклӗхне лӑплантарнӑ. Вара вӑл, священник ятне илтме килӗшмесӗр, тӑван ҫӗршывӗнчен тухса тарнӑ. Пичӗ мӑнаҫлӑхпа, тулли кӑмӑлпа сӑнарланнӑ, пӗтӗм кӳлепинче темӗнле улпутлӑх палӑрнӑ. Анчах ку вӑл айӑплӑ ҫын пулнине пӗлтерет-и-ха? — Вилнӗ тетӗн-и? Эсир ахалех вӑхӑта сая ярса ҫӳретӗр. — Каллех йӑслама тытӑнтӑн ӗнтӗ! Мӗскӗн художникӗн ҫак сӑмахсене пурне те чӑтӑмлӑн итлесе ларма тиврӗ. Эсӗ хӗрарӑм, эсӗ пултаратӑн, эсӗ унӑн пулӑшуне илме тивӗҫлӗ. — Карчӑк сӑмсине шӑнкарчӗ те пуҫне пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӗшкӗнсе пӗр куҫӗ хыҫҫӑн теприне шӑлса илчӗ. — Эп киле кӗрӗп те йыснана: ҫӑкӑр илме каятӑп, тейӗп, — сӑмах хушрӗ хӗрача. Хӑйӗнчен малтан вилнисене пурне те аса илчӗ вӑл, хӑвӑртрах вӗсемпе тӗл пуласси килчӗ. Аллине шыва чиксе кӑларса сӑмси патне илсе пычӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем хӑйсем пурӑннӑ чухне мӗн-мӗн пулса иртнисем ҫинчен ҫеҫ каласа пама пултараҫҫӗ. — Ку пурӗпӗрех, — мӑкӑртатрӗ вӑл: — эсир мӗншӗн ялта пурӑннине ӑнланмастӑп, теесшӗнччӗ эпӗ. Эсӗ манран ӑслӑрах пултӑн-и? Ҫак тӗлӗнмелле вырӑнта пӳлме пӑхнӑшӑн ун еннелле нумайӑшӗ сиввӗн пӑхса илчӗҫ. — Ах, турӑ! — пӑшӑлтатрӗ пахчаҫӑ. Тараканнисене хӑваласа, хире вӗҫтерсе тухрӗҫ, анчах вӗсене батарея пеме пуҫларӗ; шрапнель вилӗм пӗрӗхтерсе сывлӑша ҫутатать. — Ҫапла, сэр. Ывӑлӗсем ӑна кӑмӑллӑн сывлӑх сунчӗҫ те ларчӗҫ. Вӑл тилхепесене турткалама, ларчӑк ҫинче хускалма, лашасене кӑшкӑркалама, тӑтӑшах таҫталла, аяккалла пӑхкалама тытӑнчӗ. Мӗнле тӑвас-ха? Карлик та унтах чарӑнса тӑчӗ. Ҫав шуйттан урапине мӗнле пулсан та сӗтӗрсе кӑларасчӗ! Вышимирский мана шанмасӑр пӑхса илчӗ. — Прузси! — кӑшкӑрать вӑл, ҫӑмлӑ вӑрӑм аллисемпе хӑлаҫланса. Воропаев вӑл пӑхнипе кӑштах ури ҫине яшт сиксе тӑмарӗ; ку темиҫе хут ҫапла пулчӗ, вӑл тӑмасӑр аран-аран тытӑнса юлчӗ. — Ҫук. — Юрамасть ҫав, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн тата? Вӑл вӑхӑтра ученӑйсем ҫавна ӑнланса илме пултарайман. — Тур пӗлет-и ӑна, — терӗ смотрительша, — француз, тет хӑй. Пӗлетӗн-и, Сонечка, эпӗ мӗн… столовӑйне каятӑп — «инвалид» пӑхса илме. Кукушкин каллех пуҫ ҫинченех вӗҫсе иртрӗ. Ҫиллине шӑнарайман Голос, Дракона касса пӑрахма тесе, хӗҫне туртса кӑларчӗ, вӑл унпа сӗртӗнсе пӑхмашкӑн та ӗлкӗреймерӗ, Драко, сывлӑш ҫавӑрайми пулнӑ пек туса, кайса та ӳкрӗ. Телейлӗ эсӗ, йӗкӗт, эпӗ сӑмах каличчен маларах сӗтел хушшине ларма ӗлкӗртӗн, эпӗ авӑ, санӑн «ҫӑкӑр-тӑварна» хирӗҫ: «хамӑрӑнне ҫиетпӗр-ха, эсӗ алӑк патӗнче пӑхса тӑр!» — тесе хурасшӑнччӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ача ҫав тери пӑшӑрханса-аптраса ӳкнӗ: е вӑл ҫӗнӗ сасӑсем илтет е хӑй хӑнӑхса ҫите пуҫланӑ сасӑсем сасартӑках илтӗнми пулса таҫта ҫухалнинчен тӗлӗнет. — Миссис, — чупса кӗрет ҫамрӑк мулатка, — пӑхӑр ҫурта тыткӑчи таҫта ҫухалнӑ! — Тасал эс кунтан, путсӗр ҫӳрме! Давыдов, ӗненмесӗр, пирченнӗ тутисемпе кӑшт кулса илчӗ, Шалый ҫакна асӑрхарӗ те урсах кайрӗ: — Мӗн шӑл йӗретӗн эсӗ? — Тӑххӑрмӗш ӗмӗрте? — кӑшкӑрса ячӗ Шубин. — Итлӗр-ха, господасем, — каллех малтанах кулса хурса, калаҫма пуҫларӗ Лбов. Манӑн майсемпе вӑйсене илес пулсан, ҫакӑ вӑл пурнӑҫланма пултарайман задача пек туйӑнмасть-и сире? Майорпа Гленарван йӑл-йӑл кулса пӑхкаласа илчӗҫ. Паганель ахӑлтатма пикенчӗ, вара, чӑн сӑмахпа тупа туса, мӗнпур ҫӳрев вӑхӑтӗнче те пӗрре кӑна арпашса кайни ҫинчен ӗнентерсе пачӗ. Амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе, пырне пӑвса тӑракан кофта ҫухине вӗҫертсе ячӗ. — Епле — кӑлӑхах? Эпӗ юлашки минутченех сире кӗтрӗм… анчах халӗ, татсах калатӑп, халӗ кая юлчӗ. Хунямӑшӗ еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, Петр садалла пӑхрӗ. Садра тӗнчери мӗнпур чӗрчунсене йӗкӗлтенӗ пек, шӑнкӑрчсем хӑйсен хитре юррине шӑрантараҫҫӗ. «Пурте хамӑр ҫынсем, — шухӑшларӗ вӑл кӑмӑлӗ ҫемӗҫнипе. Юлашкинчен пирӗн умран пӑхӑр укҫа вӗҫсе иртет, мӗскӗн чунӑн йӗп-йӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ ырхан кӗлетки, ҫилпе енчен енне сулӑнаканскер, аптраса кайса, ҫул варрине тӑрса юлать, ман куҫа курӑнми пулать. Карап ҫинче ӗҫ илме мана йывӑрах пулмарӗ: эпӗ моряк вӗт, чура карапӗ ҫинче капитанӑн иккӗмӗш пулӑшаканӗ те пулса курнӑ. Пӗтӗм вӑй-хӑватпа ҫапӑҫакан большевиксен цепӗсем: вокзал урамӗсене ҫӗмӗре-ҫӗмӗре кӗреҫҫӗ. Хӑйсем юлашки позицийӗнчен — хула тулашӗнчи садсемпе пахчасенчен — кӗске вӑхӑтрах вӑйлӑн та хӑрушшӑн пырса ҫапнипе сирпӗнтерсе кӑларса янӑ сичевой стрелоксен виҫҫӗмӗш: полкӗнчи петлюровецсем, вокзала хӑйсен аллинчех тытса тӑма хӑтланаканскерсем, арпашса кайса, сапаланчӑк ушкӑнсемпе хуланалла ыткӑнчӗҫ. Анчах Панталеоне хӑйне дуэльсем тӑвас ӗҫ уншӑн пулсан кашни кун тӑвакан ӗҫ пулнӑ пек тыткаларӗ; ку ӗҫре ӑна театрта чапа тухасшӑн ҫунса аса илнисем пулӑшнӑ пулас, ҫапла вара вӑл секундант рольне шӑпах ӗнтӗ роль вылянӑ пек вылярӗ. Вилле икӗ тӗлтен пӑшалпа персе шӑтарнӑ — чӗре таврашӗнчен тата пӑртак аялтарахран. Тулти ҫынӗсем ҫавӑн пек чӑрмав умӗнче чарӑнса тӑрас ҫук пулӗ. Кӗркуннехи Ленинградри пекех, Вена ҫинче кӑвак тӗтре тӑрать, анчах Дунай ҫинче унӑн ҫутӑ-симӗс утравӗсем ҫинче тата шоссе ҫинче ҫанталӑк хӗвеллӗ те питӗ ӑшӑ. — Илтетӗн-и, йыттӑм? Анчах ҫанталӑкӗ мӗнлине куратӑн: ҫултан акӑ аташса кайӑн. — Пӗлместӗп, — терӗ Дик Сэнд. Пӗр вӑхӑтра вӗтӗ чулсемпе тӑпра муклашкисене аяккалла ывӑта-ывӑта яракан кӗреҫе сассисем чакӑртатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ, — пӗр евӗр салхуллӑ сасӑ. «Мӑйӑхлине» хӑйӗн хӑни тесех шутлатчӗ ҫав ӗнтӗ вӑл, мӗншӗн тесен леш кӗрсессӗнех вӑл ӑна хӑй пӳлӗмне илсе каятчӗ е столовӑя ертсе кӗретчӗ, ӗҫ ҫинчен сӑмах та уҫтармастчӗ. Феничка каллех кулса ячӗ, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, Базаров ыйтни ӑна ҫав тери кулӑшла туйӑнса кайрӗ. Хӑй калавӗ питӗ витӗмлӗ тухнине туйса, Ҫӑрттан мучи кунта та сӑх-сӑхса илесшӗнччӗ, аллине ҫамки патнех илсе ҫитернӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑхӑтра тавҫӑрса илчӗ те, ҫамкине хыҫкаласа, именчӗклӗн хихиклетсе кулчӗ: — Вӑл вӗт, мӗнле калас. Астӑвӑр, господа, судьясене ахаль пулсан никам та пӑхӑнас ҫук, вӗсен енче вӑй, ҫав вӑя пула кӑна пӑхӑнаҫҫӗ вӗсене. Сулӑ ҫине сиксенех:— Сулла хӑвӑртрах салт, Джим! — тетӗп. Летчикӗ-пилочӗ, Бомба-самолечӗ Вӗҫсе кайрӗҫ пит инҫе-инҫе. Хӑрушӑ-та-ҫке! Ӗҫсе тӑрансан, вӑл курӑк ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Пӗр аршӑнран ытла ӳсме ӗлкӗреймен ҫамрӑк хунавсем хӑйсен ҫинҫе те яка тунисемпе хуралса кайнӑ лутра тункатасене хупӑрласа тӑраҫҫӗ; ҫав тункатасем ҫумне ӑвӑ тӑвакан шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ кӑвак хӗрӗллӗ ҫаврака кӑмпасем ҫыпҫӑнса тулнӑ; вӗсем ҫийӗпе хурӑн ҫырли курӑкӗ хӑйӗн кӗрен тӗслӗ уссийӗсене яваласа ҫыпҫӑнтарнӑ; ҫавӑнтах кӑмпасем хӑйсен ҫемьисемпе пӗтӗҫсе ларса тухнӑ. Зал варринче пысӑк хыр ларать, ӑна ачасем хӑйсем тунӑ теттесемпе илемлетсе пӗтернӗ, айне мамӑк хурса тултарнӑ. Акӑ икӗ казак юланутпа пыраҫҫӗ, вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче йӗнне чикнӗ пӑшалӗсем пӗр тикӗс сулланаҫҫӗ, вӗсен лашисем турӑ тата кӑвак урисене ылмаштарса пыраҫҫӗ, тусем вара… Эй, эсӗ, тунката! Анчах та хам теме пӗлесшӗн ҫуннине, хам ӑнланман калаҫусене пӗтӗмпех хама калаҫма вӗрентнӗ ҫӗрлехи хӑнапа ҫыхӑнтарнине лайӑхах астӑватӑп-ха. Анчах халӗ ӑна — вӑл ҫак япаласене пурнӑҫӑн тӗксӗм лаптӑкӗ тӗлӗнчен часрах иртсе каясшӑн ҫеҫ тунӑ пек туйӑннӑ. Йӑнӑшни лайӑхах курӑнса тӑрать. Лайӑх пӗл ҫакна… Хальхи вӑхӑтра ху ҫуртна сыхласси, чысна упрасси, куҫ тӗлне пулакан ирсӗр жандармран ху пурнӑҫна сыхласси чи малтанхи ӗҫ пулмалла. — Мӗн эсир, — с-старши лейтенант юлташ! — терӗ вӑл, кровать патнелле пырса. — Епле эпӗ с-сире пӑрахса хӑварӑп? Питӗнчен сивӗ ҫил килсе ҫапрӗ. Пуҫ ыратать… карланкӑ та… чӑн-чӑннипех пултараймастӑп. Ромашов юлташне вӑрахчен те ӗнентермелле ӳкӗтлерӗ. Ҫав мужик сӑнарӗнче ял пурне те ишӗлтерекен наркӑмӑш туса хунӑ… Ҫук, юратнӑ шӑллӑм, ҫитӗ ӗнтӗ пире хуҫкаланса общество пурӑнӑҫӗ ҫинчен шухӑшлама: эпир ӗнтӗ ватӑ та лӑпкӑ ҫынсем; тӗрлӗрен хыпкаланса ҫӳрессине аяккинелле пӑрма та вӑхӑт ӗнтӗ пирӗн, шӑп та шӑпах эсӗ каланӑ пек, хамӑр парӑма тума тытӑнар; вара пӑх та кур — ҫийӗнчен телейлӗ те пулӑпӑр. — Хӳшӗре кам пур? Уйӑх хӗрарӑмӑн шурнӑ питне ҫутатать. — La, mistour, — терӗ тепӗр хут исландецсенчен пӗри хӑранӑ cасӑпа. Урапа ҫатӑртатса кусса кайрӗ. Г-жа Лора герцогиня пулман, вӑл ӑна хӑй те пит аван пӗлсе тӑнӑ. Салли, питӗ япӑх-ха капла, питӗ япӑх! Пӑрахучӗ инкеке лекрӗ пуль? — Марья Богдановна патне санаторие аманнӑ ачасене, вӑрҫӑ инваличӗсене, илсе килчӗҫ. Вӑл «Дункан» капитанӗ, хӑйне ҫав хӑрушлӑх умне тӑратма пултараймасть. — Юрамасть-и? — Ухмах! Йывӑр кӑмӑлпа итлерӗм ӑна эпӗ. — Ҫавӑн пек тӳпелешнӗ ҫӗрте… Кабардински лов-тавро. Ыттисем ҫинчен калас пулсан, вӗсем вара мустангер айӑпли пирки ним те иккӗленмен. Аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм ӑна. Вӑл мана сӑмах пачӗ те, эпӗ унтан пӑрӑнма шут тытрӑм. Унӑн пӳрнисен айӗнче каллех чӗтрекен музыка сасси сиккелесе кайнӑ. Эпӗ чарӑнса тӑтӑм та калатӑп: «Чунӑмҫӑм, кирлӗ пулса тухсан, кун пек ҫеҫ те мар хӑтланӑн! Анчах Дуа-Тарана пӗтӗмпех ҫаратса юлнӑ. Унӑн телейсӗр пуҫӗ малалла та хӗн-хурлӑ асапсен ӑшне кӗрсе ӳкнӗ. Вара, юлашкинчен, вӑл 1814 ҫулта хӑйӗн йӑхӗсем патне майланкаласа ҫитнӗ. Ҫавӑн чухлӗ асапланса ҫӳренисен ҫимӗҫне пустарса илме те вӑхӑт ҫитнӗ темелле. Анчах шӑп кӑна ҫав юн ӗҫме юратакан Ҫӗнӗ Зеландине ҫутта кӑларма тӑнӑ минутра ӑна вилӗм килсе ҫапса антарнӑ. Эпир кунта электричество ҫутатса пама пултарассине шанма пултараймӑпӑр-и мӗн? Вӑл одеялпа пуҫ урлӑ витӗнчӗ те, нумайччен ним чӗнмесӗр выртрӗ. Тахҫанах ҫывӑрма вӑхӑт!» Вӑл ӑна темӗнле уйрӑммӑнах хавасланса кӑмӑл тӑвать. — Эх, рай-ҫке кунта! — кӑшкӑрса ячӗ Марья Николаевна. Ҫук, ҫук, ун ҫинчен сӑмах та ан хускатӑр: ӳкӗнме тытӑнсан, эпӗ самантрах вилсе каятӑп. Эсир унта хуть те мӗн калӑр, Паганель, пурпӗрех этем йӑвапа кӑна килӗшме пултараймасть, ӑна акӑ хӑвӑрах куратӑр… Эпӗ ку автана ачаранпах астӑватӑп! Хальхинче вӑл тата хытӑрах, хаяртарах кӑшкӑрчӗ, анчах та вӑл а-а! — тесе кӑшкӑрнинче пулӑшма чӗнни пӑлхануллӑрах илтӗнчӗ. Сӑмахран, экспедици ҫӳренине шута илнипе паллӑ полярник М. профессор 78-мӗшпе 80-мӗш параллельсем хушшинче халиччен паллӑ мар пӗр утрав пулмалла тесе шухӑшланӑ. 1935-мӗш ҫулхине ҫав утрав шӑпах М. кӑтартнӑ вырӑнта тутанчӗ те. Лампи те кутӑн тӑратнӑ ещӗк ҫинче ларать. Ку хушӑкпа вара хӑпарса анмалли картлашка вырӑнне усӑ курма шутланӑ пулмалла. Пӗчӗк юханшывӑн ҫыранӗнчен хӑпас мар тесе, вӗсем вӑрман чӑтлӑхне шалалла кӗчӗҫ. Урӑх нимӗн те мар… — Ҫук, вӑхӑт нумай ӗнтӗ. Пӗри: Севастопольре часах осадӑллӑ йӗрке пулас ҫукки ҫинчен, Кистентин — патша тӑванӗ — Америка флочӗпе пӗрле пире хӑтарма килни ҫинчен, салтаксене икӗ эрне хушши кантармалли ҫинчен, ҫав вӑхӑтра туп-пӑшалтан пеме юрамасть тесе килӗшӳ тӑвасси ҫинчен, кам та кам килӗшӳ вӑхӑтӗнче туп-пӑшалтан перет иккен, кашни перӳшӗн 75 пуслӑх штраф тӳлесси ҫинчен каласа пачӗ. Тепӗр ирхине Оленин кая юлса вӑранчӗ. Унӑн ывӑлӗ, пӗр вун пилӗк ҫулхискер, пирӗн пата ҫӳреме иленчӗ: кун сиктермесӗр пыратчӗ вӑл, пӗрре унӑн ҫавна тумалла пулать, тепре тата темӗн тумалла, тесе. Вӑл мӗн чул нумайтарах шухӑшланӑ, ҫавӑн чул йывӑртарах сывласа илнӗ. Юлашкинчен, ҫавӑн пек тертленессине тӳссе тӑраймасӑр, Стумп ура ҫине сиксе тӑнӑ та каллӗ-маллӗ утма тытӑннӑ. Вӑл хирӗҫ тавӑрма шут тытнӑ. Мура, нимӗнле мар пулса, аптӑраса тӑчӗ. Пурте кӑвакрах симӗс вӑрман тӑрринелле пӑхрӗҫ — унтан юлашки самолёт вӗҫсе тухмалла пулнӑ. — Кӗвӗҫни? камран? Ӑна касӑхтаракан выҫлӑх та аптратса ҫитернӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл вилене ҫиме те йӗрӗннӗ. — Каҫару сана — ҫук! — ҫирӗппӗн каланӑ Маякин, сассине калаҫнӑҫемӗн хӑпартса пырса. Акӑ: «Король Жирафӗ», «Бриксвилл». Эппин — Уралӗ тинӗс ҫинче! Анчах пиртен иксӗмӗртен кам айванни паллӑ мар-ха, ӑна пӗлес пулать. — Паллах, каламан… Артамонов кӳренсе тӗксӗмленнӗ. — Шампанскин юлашки тумламӗ патне, хисеплӗ Евдоксия Никитишна, — сирӗн юнӑр тумламӗ патне мар. Вӑл та нимӗн те шарламан. Чиперех пулать, тет. Юлашки каҫсенче вӑл начар ҫывӑрчӗ, ҫавӑнпа та унӑн куҫӗсем тавра ункӑ пек хура йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ. Йӑвинчен кӑларса пӑрахнӑ чана чӗппине е йытӑ ҫурине хӳме хыҫне пӑрахма йӑтса кайнине, е повара пулӑшакан ача чӑхха яшкана ярса пӗҫерме тытса пынине курса уласах йӗнӗ чухнехи хӗрхенӳ туйӑмӗ ӑҫта кайса кӗчӗ-ши? Хамӑн усал шӑпам ҫине кӳренмерӗм вӗт-ха эпӗ, сиввине те, выҫлӑхне те сирӗнпе пӗрлех тӳсрӗм… Сирӗн тӑхтамалла пулать. Кейптаунран пулас ҫулҫӳревҫӗ бечуансен ҫӗршывне кайнӑ. Анчах ҫавӑнтах ним чеелӗхсӗр, шухӑша кайнӑ пек хушса каларӗ: — Эпӗ, чӑнах та, пуринпе те ырӑ кӑмӑллӑ пулӗ ҫав. Вӗсен кӳршинче сакӑр ҫулалла ҫитнӗ арҫын ача пур. Вӑл вуланине итлесе ларма юратать. Ҫын курӑнса кайрӗ… турӑҫӑм! вӑл ман аттем пулчӗ! Ҫуртсен тата ҫуран утакансен мӗлкисем ҫӗр ҫине тасан ӳкеҫҫӗ. Эпир унпа пӗрле йӗтӗм ҫине кайрӑмӑр. Ун патӗнче Верейский князь ларать. — Раштав ячӗпе юрласа парас килет ман, ӗҫӗ те пӗтрӗ». Ну, Гокинс, хӳтӗле эсӗ мана капитан Трелони умӗнче. — Эсӗ Париньере кюре пулнӑскер. — Ах, Талькав! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт. Кивелсе хуралнӑ хӗрессем чалӑшса кайнӑ, вӗсенчен хӑшӗсем ҫӗр ҫинче е ӳпне, е месерле выртаҫҫӗ. Темӗн пысӑкӑш пӑр татӑкӗсем ӳкнипе вӗсен чуллӑ ҫӗрсен айӗнче хӳтлӗх шырамалла пулчӗ. Тен, вӗсене шапа вӑлча сапнӑ пек уйӑх сапать тет Джим; кунта кӑшт тӗрӗсси те пур пулӗ, эпӗ унпа тавлашмарӑм: шапа чӑнах та вӑлча нумай сапать, ҫавӑнпа пулма та пултарать. — Эх, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, — йӑлт арканнӑ пек, пуҫне лӑнк усрӗ Лех. — Эсӗ те, ҫавсем явӑр, мӗнпурин йышши пӑрӑҫах-мӗн… Ку темле ҫав тери шавлӑ, пӳрнесене пит ҫӑмӑл вылянтарса каламалли кӑткӑс произведени иккен; ҫак пьесӑна юлашки экзаменра каласан, Анна Михайловна хӑйӗн ятне кӑна мар, хӑйӗн учительницине те пайтах чапа кӑларнӑ пулнӑ. — Питӗ аван, — хумханнӑн кулкаласа каларӗ Лятьевский. Закон урлӑ каҫса кайма тивет вӗт. Анчах закон урлӑ мӗнле сикетӗн-ха? — кӑмӑллӑн калаҫса илчӗ вӑл. Ҫак кулӑ самантрах чӗрине те, юн тымарӗсене те хускатнӑ пек пулчӗ, анчах ҫав хушӑрах вӑл хӑйне хӑй те тарӑхрӗ: ҫав тери кӑмӑллӑ кулакан сӑн-питлӗ хӗре тытса чуптума хал ҫитмест иккен унӑн. Крючниксен лапӑртаннӑ пичӗсем кулӑпа йӑлтӑранӑ; ӗҫӗ, ҫӑмӑлскер, ӑнӑҫлӑн пынӑ, юрӑ пуҫлаканӗн те екки янӑ вӑхӑт пулнӑ. Юман — аван йывӑҫ, анчах ҫимӗҫӗ ун — сысна валли ҫеҫ… Вӑл Катьӑччӗ Епле каласа парас иккен тӗл пулнӑ чухнехи пирвайхи минутсене, ун пит-куҫӗнчен пӑхса хам ӑсран кайса тӑнине, чуптунӑ хыҫҫӑн каллех пит-куҫне пӑхса тӑнине, ыйтма тытӑнсах хама-хам пӳлнине епле каласа парас-ши, эпӗ мӗн ҫинчен ыйтни тахҫан, пин ҫул каялла пулса иртнӗ-ҫке, вӑл Ленинградра пурӑннӑ чух мӗнле асапланса выҫӑхни питӗ хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, мана курасса шанчӑкне ҫухатнӑ пулсан та, ҫавсем пурте иртнӗ ӗнтӗ, ҫухалнӑ, акӑ халь вӑл ман умра, эпӗ ӑна каллех ыталаса илме пултаратӑп — тупата, кӑна ӗненме те кансӗр! Халӗ — пӗтӗмпех курӑнать: ҫарамаслантарчӗҫ сире… Пӑртак-пӑртак пурин ҫинчен те калаҫса илчӗҫ: «Дунканпа» ун ҫинчи хаклӑ ҫынсене, Джон Мангльспа унӑн харсӑр экипажне аса илчӗҫ, вӗсен калаҫӑвӗнче Гарри Грант ячӗ те тухрӗ, кам пӗлет, тен вӑл инҫе те мар кунтан. Ҫапӑҫусем виҫҫӗмӗш кун пыраҫҫӗ, хула нимӗн те шарламасть. Нивушлӗ сире хамӑр ытла йӗрӗнӗҫ, ытла ирсӗрле хӑтланнӑ текен шухӑш хӑратмасть, эпир пӗр-пӗрин ытамне нимӗнле юратусӑр, кичемлӗхе пула, йӑпанассишӗн кӑна, мӗн унта, пач кӑсӑкланмасӑрах та-ха, кӗрсе ӳкрӗмӗр-ҫке, мӗнле калас… горничнӑйсем уявсенче хӗвелҫаврӑнӑш кишӗкленӗ евӗр ҫеҫ. Сасартӑках иккӗленмелле, шикленмелле тата хӑрамалла шухӑшсем пырса кӗнипе вӑл чӗнмесӗр тӑнӑ. — Волошин тинех Озеров еннелле ҫаврӑнса темиҫе секунд хушши, ӑна палласа илеймен пекле, ун ҫине хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Сахал-и вара историре ҫавӑн пек тӗслӗхсем: дворянин мар, ахаль ҫынах, мещен е хресчен, сасартӑк ӑна эсӗ вельможа е патша тесе пӗлтереҫҫӗ. Мужиксенчен ҫавӑн пек ҫынсем тухма пултараҫҫӗ пулсан, дворянсенчен мӗн чухлӗ? Унтан хитре пуҫне силлентерсе илсе ыйтрӗ: — Лайӑх мар-им пурӑнӑҫу? Хӑшпӗр ученӑйсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫав кратерсем Уйӑх ҫине шултра метеоритсем ӳкнипе те пулма пултарнӑ. Пассажирсем салтака ҫав тери аптӑратса ҫитернинче, ӑна Смурый хӑлхаран туртнӑ чух вӗсем ҫав тери хӗпӗртесе кулнинче тем калама ҫук кӳрентерекен, пусарса хуракан япала пуррине туйса, эпӗ шутсӑрах хумханса карӑм, пассажирсем мӗнле хӑтланни мана пӗтӗмпех лучӑркаса пӑрахрӗ. Салтакӗсен сӑн-пичӗсене уйӑрса илме ҫук. «Аван, аван, мур илесшӗ!» шухӑшларӗ Ковалев хӑй тӗллӗн. Анчах лешӗ, пуҫтарӑнса пӗтерсен, кӑнтӑрлахи кӗлле часовньӑна кайрӗ, унтан вара е хӗрсемпе тӗш катса пӳрт умӗнче ларчӗ, е тантӑшӗсемпе пӗрлех килне чупа-чупа кӗрсе, хӑйсем патӗнче пурӑнаканни ҫине хавассӑн та ӑшшӑн пӑха-пӑха илчӗ. — Халь вӑл кам хыҫҫӑн йӗрлет? — Эсир ӑҫта каятӑр, мисс Грант? — ыйтрӗ Гленарван. Пружинпа сиктерсе янӑ пек, Тимофей малалла, унтан — айккинелле сиксе ӳкрӗ, винтовкипе пеме хатӗрленчӗ, анчах Макар маларах ӗлкӗрчӗ. — Вӑл кулкаласа куҫ хӗссе илчӗ те амӑшӗ енне ҫаврӑнчӗ: — Кунта питӗ чеелле ӗҫ, амӑшӗ. Аэлита выртмӑшӑн инҫетри хӗррине васкавлӑн куҫса ларчӗ. Хӑш-пӗр башибузукӗсем тата христансенчен куласшӑн пулса пуль — чиркӳсенче ҫаратнӑ ылтӑн ука тумтирсене уртса янӑ. Тӗлӗнетӗп, ҫӗрле те ӑҫтан пӗтӗмпех пӗлсе ҫитерет вӑл: пӗр чӑрмавсӑр малалла вӑркӑнать, кайсан-кайсан чарӑнса тӑрать, пуртӑ сассине итлет. Анчах мӗн тума кирлӗ ӑна сасӑ? Вӑл Лемешев мар вӗт… — Бобетинский питне саланса-сапаланса кайнӑ та салху пусса лартнӑ чухнехи пеклӗ туса хучӗ. Ҫулталӑк хушшинчи ӗҫсем ҫинчен каласа пӗтерсен, Воропаев культура пирки сӑмах тапратрӗ. — Ку унӑн ирӗкӗ. Ҫакӑнта килнӗшӗн вӗри куҫҫуль юхтарса макӑрӗҫ! Кун шӑрӑхчӗ. … станцӑна ҫитме виҫӗ ҫухрӑм ҫеҫ юлнӑччӗ, ҫумӑр пӗрӗхме пуҫларӗ те, пӗр минутра, чӗреслетсе ҫуса ман ҫинче пӗр типӗ япала та хӑвармарӗ. Унӑн кӑвакрах тӗслӗ пит пысӑк куҫӗсем тимлӗн, лӑпкӑн, кӗтсе тӑнӑ пек пӑхатчӗҫ, тата ҫав хӗрачара тем ачалла пек мар тарӑн шухӑшласси палӑратчӗ. — Барометр ҫумӑр пулассине кӑтартать, пӗлӗтсем ним те мар кунта, — май килнӗ таран чееленчӗ Давыдов. — Никамран малтан эпӗ кунта Сизов старике тӗл пултӑм, — каласа кӑтартрӗ Павел. — Эпӗ ҫак минутрах хатӗр. Ҫакӑнти илем тӗлӗшӗнчен чухӑнтарах хире хитрелетме вӑл хурӑна ҫутҫанталӑк хӑй лартса ҫитӗнтернӗ, алла пулсан ӗнтӗ, вилӗмсӗрлӗхне те ӑна вӑл хӑех панӑ. Ҫамрӑк та ҫирӗпскерсем, вӗсем аякра стена патӗнче ларчӗҫ, свидетельсемпе судьясен пӗр евӗрлӗ калаҫӑвне, адвокатсем прокурорпа тавлашнине те пит сахал хутшӑнчӗҫ. Ав мӗнле улшӑнса кайнӑ пурӑнӑҫ! Юрать-ха вӑхӑчӗ аванни ҫакланчӗ: тӳпе кӑн-кӑвак тӑрӑлса тӑрать, ҫил пӗрре те ҫук. Юлашкинчен вӑл тӳсеймерӗ, хӑйӑ ҫутрӗ те куҫне хупмасӑрах тӗлӗрсе выртакан Алексея пырса тӗрткелерӗ: — Ҫывратӑн-и, Алёха? — Чарлан эппин, — терӗ Костя… Меджи иртсе кайнӑ хӗрарӑмсен йыттине шӑршлакаласа тӑрать. — Тӗрӗс! Ҫӗр! Вӑл Агей мучин тӑлӑха юлнӑ килӗнчен халь ҫеҫ вилепе уйрӑлса килнӗччӗ, ун патне правление ҫийӗнчех ҫамрӑк колхозник Михей Кузнецов пырса ҫитрӗ. Халь вӑл, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшласа, хӑвелтухӑҫнелле утрӗ. Вӗсен амӑшӗ — кукамайӑн йӑмӑкӗ — пит ҫилӗллӗ те кӑшкӑрма юратаканскер. Часах эпӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн челнока хӑнӑхса ҫитрӗм. Вӑлах-и вара? Ҫитӗ ӗнтӗ! — Ӗҫ кӗрччен кӗтме хушмасть, — терӗ кӑвар ҫинче тӑнӑ пек каччӑ. — Ка-лӑ-пӑр! Ромашов кулмасӑр та чӑтаймарӗ. Эс лӑпкани эрехрен те лайӑхрах… А ну… — Санин пӗр сӑмах та, тем тусан та пӗр сӑмах та хушма пултараймарӗ. Сӑрт-ту ҫинче ҫын тавраш курӑнмарӗ. Печӗккӗн-пӗчӗккӗн йывӑҫсем сайрала пуҫланӑ, Владимир вӑрмантан тухнӑ; Жадрино кунта та курӑнман. Унӑн куҫӗ умӗнче виҫӗ ҫын кӗлетки ним чӗнмесӗр ҫулланса тӑрать, пуҫӗсем вӗсен хӑрах айккинелле пӑрӑннӑ, пӑхма хӑрушӑ. — Ӑҫта каяс вара манӑн? Пурте: ҫирӗп чул хӳме хыҫӗнчи тупӑсен хӳтлӗхӗнче пуласси хӗҫпӑшал телейне уҫӑ уй хирте сӑнассинчен аванрах, тесе шутлаҫҫӗ. Ҫав вара икӗ юлташ пӗрле ларса ҫинӗ юлашки апат пулса тӑнӑ. Вӑл манран кулса каланине сисрӗм, анчах ҫапах та малалла калаҫатӑп. — Ҫак ахаль ҫынсем, — хуллен каланӑ Фома, хӑй шухӑшӗсен ӑшне путнипе юлташӗн сӑмахне тӑнламасӑр, — вӗсем, ытах тинкеререх пӑхсан, аван ҫынсемех! Лешсемпе мӗн ҫинчен пупленине каласа парӑр. Хурҫи чаплӑ ӗнтӗ, пах-ха! Анчах хулине ҫитме пӗр ҫӗр утмӑл километр каймалла, ҫитменнине — шав хӑйӑр тӑрӑх. — Мирлӗ халӑхран салам! — инҫетренех кӑшкӑрчӗ Огарнова, унтан вӑрӑ-хурахла шӑхӑрса илчӗ. Старик хускалмарӗ. — Мӗн ҫырать вара вӑл? — ыйтрӗ Умрихин. — Сӑнаймарӑр-и эсир, вӗсем вӗҫнӗ чухне тӗклӗ ухӑ йӗппине мая килеҫҫӗ-и? Анчах ытла хытӑ кайнипе лаша ӳксе вилмелле пулсан та, ман ҫав татӑка илесех пулать. Тӗнчипе те манӑн урӑх тӑван ҫук, эпӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм, асапланма пӳрнӗ мана, мӗнех, пурне те чӑтса ирттерӗп. Тӑрмаланчӑк, унӑн-кунӑн сулкаланса ҫӳрекен ҫумӑр ялӑн е ку, е леш вӗҫӗнче шӑпӑртатать. Эпӗ пуҫтахланнипе анранӑ хурал мана сакӑр картлашка таран улӑхма ирӗк пачӗ, вара тин хуралҫӑсенчен пӗри хыттӑн: «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Пирӗн вӗсенчен хӑшне суйласа илмелле-ши ӗнтӗ? Пӗрисем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса ларнӑ пулнӑ, теприсем пӗчченшерӗнех ҫӳренӗ, пурте вӗсем ҫапӑҫу-мӗн пуласса кӗтнӗ, ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ. Вӑл чӑн-чӑнах та питӗ асапланчӗ: Том пит-куҫне ҫуса таса ҫӳреме хӑнӑхман, ҫавӑнпа та чаплӑ тумтирӗ ӑна тарӑхтарса пӑшӑрхантарчӗ. — Чим, Оля, эс нимӗн те, нимӗн те ӑнланаймастӑн! — терӗ Женя, ӑшӗ тӑвӑлса ҫитнипе. Хӑй чӗтресе ӳкрӗ. Унтан ҫырма енне ҫаврӑнса: — Ав, епле хӳрипе ҫапрӗ вӑл, ку ҫӑрттан пулмалла… — Сире план тултарса пултӑр, утӑ пирки ҫавӑнпа тӑрӑшатӑн эсӗ, — кутӑнлашма пӑрахмарӗ Устин. Халӗ шухӑшлӑр ӗнтӗ, йышӑнатӑр-и эсир пирӗн сӗнӗве, йышӑнмастӑр-и? Игнат куҫне хӗссе пуҫӗпе сулкаларӗ, Яков, каллех хӳшӗ умӗнче тӑрса, тӗксӗм пӳрнисемпе кашта ҫинчи хупа хаяррӑн хуҫа-хуҫа илчӗ. Вӑл:— Кӑмӑлтан тав тӑватӑп!.. — тесе, чӑнах та чунтан каласа хунӑ. Апла пулмасан, мӗншӗн арӑмне килтен хӑваласа кӑларса ямалла-ха унӑн? Ашшӗне асӑннӑ чух пулса иртнӗ Фома хӑтланчӑкӗ пирки пӗтӗм купецсем хушшинче лайӑх мар ят сарӑлнӑ, ку япала унӑн репутацишӗн ырах пулман. Эпӗ вӗсенчен хӑвӑртрах тарасшӑнччӗ, анчах вӗсем ман тӗле ҫитсе тӑчӗҫ те мана кӑшкӑрса чӗнчӗҫ, унтан хӑйсене ҫӑлма тархаслама тытӑнчӗҫ; эпир ун пек-кун пек нимӗн те туман, ҫавӑнпа пире хӑвалаҫҫӗ, йытӑсемпех, теҫҫӗ. Эсӗ ҫапах чухлама пултараймастӑн-ҫке! — О? Матрос тумӗн аркисемпе именчӗклӗн турта-турта хӑйне витсе, вӑл хӗртен: мӗнле те пулин булавкӑ ҫук-и, тесе ыйтрӗ. Вӗсене кӗтӗве хӑваласа тух та, ҫӗр ҫӑтманскерсемшӗн, чуна ыраттар: кӗтӳрен уйӑрӑлса ан юлччӑр, кашкӑр ан тыттӑр тесе, кулянса лар. Тута хӗррисене каҫӑртса, аллисене кӑкӑрӗсем айнелле хуҫлатса тытса, хӗрарӑм, янтӑласа лартнӑ сӗтел хушшине, самовар патне ларать те, ыррӑн пӑхакан лаша куҫӗсем пек куҫӗсемпе пурне те черетпе пӑхса илет. — Сэр, — терӗ Джон Мангльс, — ман шухӑшпа кӗпер урлӑ каҫиччен малтан ӑна кайса тӗрӗслесе пӑхмалла. Пуҫа шеллемесӗр хӑтланни кунта ытлашши те пулӗ. Эсир ярсан, эпӗ разведкӑна каятӑп. Ҫӑмӑл хура шӑлаварпа, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ ҫанӑсӑр кӗпе тӑхӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫинче тӗрлесе тунӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑр пур. Половцев пурттине, ҫивӗччӗш енӗпе, ун питне витсе тӑракан кӗпи ҫинелле пӗтӗм вӑйран сулса ячӗ… Ытарма ҫук! Икӗ пиччӗшӗ те ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ. Тепӗр тесен, пӑхса ӳстерейнӗ пулӑттӑм-и, ҫук-и — эпӗ хам та пӗлместӗп. — Питӗ тусанлӑ, — терӗ хӗрӗ, хӑйӗн кӗпи ҫине пӑхкаласа. Илемлӗ, пуян, университетсенче те вӗреннӗ, ют ҫӗршывсенче те пулса курнӑ пулас, типтерлӗ те ҫепӗҫ калаҫать, пире пурсӑмӑра та алӑ тытать. Икӗ туратти тӳрех ӳссе хӑпарнӑ, вӗсем ҫинчи ҫӑра ҫулҫӑсем темӗн пысӑкӑш зонтик пек туйӑнаҫҫӗ, ҫулҫисем калама ҫук ҫӑра пулнипе вӗсен айӗнче пур ҫӗрте те ешӗл хӳтлӗхсем пур. Ҫак хушӑрах ӗҫ чӑннипех мӗнле пулнине чухлакансем те тупӑнкаланӑ. Тарас тарҫисем, ретсем хушшипе ҫӳресе, вӗсене баклагӑсемпе пичкесенчен тултара-тултара параҫҫӗ. Воропаева колхоз площадьне ҫити ӑсатса янӑ хыҫҫӑн, Лена картлашкаллӑ урампа хулана ҫӳлтен хупласа тӑракан сӑрт тӑррине хӑпарчӗ те, пӗр сас-чӳ кӑлармасӑр, ишӗлме-юхӑнма пуҫланӑ пӗчӗк пӳртӗн аран курӑнакан алӑкне уҫрӗ. Ҫӗнӗрен ҫырас пулсан, эсир нихҫан та ӗлӗкхин пекех ҫырас ҫук, — терӗ Артур. Асту, сирӗн иксӗрӗн те станицӑра макӑрмалла ан пултӑр! Зеб Стумп, кун пек каланине илтсен, питех те тӗлӗнмен. — Мӗнех вара унта, мисс Луиза? — тесе мӑкӑртатса илнӗ вӑл, хӗр майлӑ пулнӑ пек сасӑпа. Уйӑхсӑр каҫ акӑш-макӑш тӗттӗм; тӳпере хура пӗлӗтсем ҫӑралса тӑраҫҫӗ. Анчах вӑл аманнӑ пулсан та пистолечӗпе хӗҫне аллинчен ӳкермен. Кӑмӑл пӑшӑрханма пуҫларӗ. — Тен, мӑйӗ ҫинче пулӗ, — терӗ анне. Шултра тумламсем ҫӗр ҫине патӑртаттарса ӳке пуҫларӗҫ. Паян кайрӗ-и? — терӗм те, Бэла нимӗн те чӗнмерӗ, сӑмах уҫса калама та йывӑрччӗ ӑна. Нагульнов, хӑй ҫине тарӑхса, ҫакӑн ҫинчен Давыдова каласа пачӗ, лешӗ вара Титок ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, ун патне пырса тӑчӗ: — Эсӗ пӑшална пар, гражданин! Чӗрепе тарӑхса чик, шӑп та шай чи варрипе, штыка трубка таранах. Акӑ пӗр юпи татӑлчӗ те. Хула ҫыннисене юратман вӑл, хулара, ӗҫлӗ паллашусемсӗр пуҫне, никампа та ҫыхӑну тытман; хула ӑна хӑйне те юратманнине, ӑна мӑнкӑмӑллӑ, хаяр тесе шутланине, анчах Алексее вӑл хулана илемлетме тӑрӑшнӑшӑн, вӑл тӗп урама чул сартарнӑшӑн, площаде ҫӑкасем лартса хитрелетнӗшӗн, Ока хӗрринче сад, бульвар тутарнӑшӑн пит те хисепленине пӗлнӗ. Эпӗр лартӑмӑр. Вӗсем хушшинче Паганель ҫук, вӑл пулнӑ пулсан, вӗсене тӗрӗс ҫулпа ертсе кайнӑ пулӗччӗ. — Ҫапла-а!.. Кашни курнӑҫмассерен вӑл ҫак ытарайми хӗрӗн чунӗ ырӑ иккенне ытларах та ытларах пӗлсе пырать, ак, хай, пӗррехинче вӑл ирпе вӑранать те ҫав хӗре савнине сисе пуҫлать. Апат хыҫҫӑн ҫиме манго йывӑҫӗ ҫинче сӗтеклӗ симӗҫсем пур, попугайсем ҫиллессӗн кӑшкӑрнине пӑхмасӑрах, вӗсене тата-тата илчӗҫ. Ӗлӗк кӑсӑклӑхӑмӑра чамасӑр пысӑк ирӗклӗх парса тӑнӑ чӗрӗ темӑсенчен Олеся хӑракан пулчӗ, вӗсенчен васкасах пӑрӑнма тӑрӑшрӗ. Пӗчӗк тискер кайӑк хӑй шут тытнӑ вӑхӑтра яланах тулалла тухса калла кӗтӗр тесе, алӑк вырӑнне ҫакса янӑ бизон тирне хӑрах енчен уҫӑ тӑратнӑ. — Мӗншӗн вилмеллех амантрӗ-ши мана? — лӑпкӑн та хуллен ыйтрӗ Степан Дятлов. Художник хӗрарӑмсене вӗсем йӑнӑшнине мӗнле ӑнлантарса памаллине те пӗлмерӗ. Фома, айваннӑн кулкаласа, Ухтищевпа калаҫакан мӑйӑхлӑ ҫын ҫине алчӑравлӑн пӑхса тӑнӑ. Вӑл пӗтӗм пурлӑхне ӗҫсе янӑ, Сечьра пурне те парӑма кӗрсе пӗтнӗ тата, кунсӑр пуҫне, урамра вӑрласа ҫӳрекен ҫын пекех вӑрӑ ятне илнӗ: ҫӗрле ют куреньтен пӗтӗм лаша хатӗрне йӑтса тухнӑ та, шинкаре укҫашӑн кайса панӑ. Турӑ сыхлатӑр сана, тусӑм, кай та хӑвӑртрах таврӑн. Халех каланӑ пултӑр, мӗн ятлӑ вӗсем? Каламасан, ҫакӑнтах тӗнчере пӗр ухмах катӑлать. — Пурте пӗрешкелех! Виҫҫӗше пысӑк, иккӗшӗ пӗчӗккисем, ваннӑ леш енче. Малтанласа эпир кӑштах шиклентӗмӗр. Анчах куҫкӗскисене те, кавирсене те, чечексемпе амурсен сӑнӗсене ӳкерсе тӗрленӗ маччана та хӑнӑхасси ытла кансӗр мар иккен. Меллӗрех лартас тесе, амӑшӗ ачана кӑшт ҫӗклесенех, ача каллех, сивчир ернӗн чӗтресе, амӑшне платйинчен ҫатӑрласа тытрӗ, айра ҫӗр пуррине туймасӑр, таҫти тӗпсӗрлӗхе ӳкесрен хӑрать, тейӗн. Карташӗнче Сидорова вӗлернӗ тесе пӑшӑрханса калаҫасси хӑвӑрт сарӑлса карӗ. Владимирӗн сывлӑшӗ ыйтусем ҫине ответ пама та ҫаврӑнман. Ҫамрӑклӑх Ҫамрӑклах тапхӑрӗнче эпӗ мӗнле япаласем ҫинчен яланах кӑмӑлласа шухӑшланине ӗненмӗҫ те, — вӗсем хам миҫе ҫултипе, пурнӑҫӑм йӗркипе ним чухлӗ те килӗшсе тӑмаҫҫӗ. 7. Кӗр вӗҫӗнче, ҫиллӗ те ҫумӑрлӑ ҫанталӑк хыҫҫӑн, барометр юпи хӑпарма пуҫлани ҫурҫӗр ҫилне, сивӗсем ҫитессе пӗлтерет. Петроградскинчи Беренштейнсем патне те, Ҫар медицинин Академине те ҫыртӑм — Катя мана июль уйӑхӗнчех ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вӑл Варя Трофимовӑпа ӗҫленӗ. Эпӗ уҫӑлса ҫӳреттӗм, уголовнӑйсем надзирателе хӗнеме тытӑнчӗҫ. Марысьӑн пуҫӗнче, хӑратса ҫӗклетнӗ вӗҫен кайӑк ушкӑнӗ пек, тем чухлӗ шухӑш вӗҫе-вӗҫӗн иртрӗ, ҫавӑнтах уйрӑм сӑнсем тухса тӑчӗҫ: Липинцы, тарасаллӑ пусӑ, ҫула тухни, карап, тӑвӑл, Нью-Йоркри чухӑнлӑх, юлашкинчен… мӗн пулса иртет-ха унпа? Софья нотӑсене уҫрӗ, сулахай аллипе клавишисем ҫине хуллентереххӗн пусрӗ. — Юлташсемшӗн эпӗ яланах килте, — терӗ, кулкаласа Элен, — а эсир… Вӑл Акулина патне чи уҫӑмлӑ почеркпа чи хӑрушӑ сӑмахсемпе ҫыру ҫырса хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтернӗ, ҫавӑнтах ӑна хӑйне качча пыма сӗннӗ. Хӗвелтухӑҫ енчен тухнӑ типӗ, вӗри ҫил Ӑман ҫырмине вӗри сывлӑш илсе кӗрет, ҫавӑнпа унта халь ҫеҫ пулнӑ сулхӑн пачах пӗтсе ларчӗ. Тек итлес килмест манӑн сире — терӗ герцог. Пурте ачашланӑскер, вӑл никама та итлемен, никама пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ, пӗрмай тӗрлӗ хӑрушлӑха лекнӗ… Серёжа ҫарапуҫӑн, пилӗкне патронташ ҫыхнӑ, ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакса янӑ. Уездри тухтӑр, шӑпах хайхи тамӑк чулӗ пулман лекарех, чирлӗ ҫынна пӑхса тухрӗ те кӗтме канашларӗ, ҫавӑнтах темиҫе сӑмах чӗрӗлме пултарасси ҫинчен те каларӗ. Ҫитменнине тата пирӗн аттесем килӗштереймеҫҫӗ, ҫавӑнпа та манӑн унпа паллашма юрамасть… Ҫырлахрӗ вара вӑл хӑйӗн шӑпипе. — Вӗсен хушшинче икӗ хӗрарӑм пур. Оборнӑна йӗркелес мӗнпур ӗҫе Озеров капитан хӑй ертсе пырать. Хамах кайса пӑхам-ха, вилӗ-и вӑл, чӗрӗ-и. Ҫумӗнчех иккӗн — винтовкӑсемпе. Турӑ ҫырлахӗ, нимех те пулас ҫук пире кунта. Полкӗнче капла та, провинцири тискер мехеллӗ пурнӑҫа пула, ҫынлӑх тенипе пит хисеплешсех каймастчӗҫ, унта та пулин вӑл ҫав хӑрушӑ та усал ҫар аваллӑхӗн темле латсӑрла тӗлӗнтермӗш палӑкӗ пекех курӑнатчӗ, ҫакна май ун ҫинчен кулӑшла-путишле, ӗненсе пӗтерме ҫукла анекдотсем нумай кала-кала паратчӗҫ. Талӑк 24 сехете, сехет 60 минута, минут 60 секунда пайланаҫҫӗ. Шӑллӗ патӗнче ӗҫсе ӳсӗрӗлме намӑс пулнӑ, унта яланах ют ҫынсем тӗркӗшнӗ, тата унӑн хӑй ӳсӗррине Поповӑна питех кӑтартас килмен. Эпӗ ҫӑткӑнлансах сиксе ӳкрӗм Ярмола ҫине. Атӑл ҫывӑх пулнипе нӳрелнӗ тӗттӗмлӗхре мачтӑсем ҫинчи фонарьсен ҫуттисем ылтӑн эрешменсем пек курӑнатчӗҫ, леш енчи сӑртлӑ ҫыранӑн хура талккишӗнче вут ҫути муклашкисемпе вӗсен шӑнӑрӗсем сапӑнса тӑни курӑнатчӗ, — кусем Услон ятлӑ пуян салари трактирсемпе ытти ҫурт чӳречисенчен тухакан ҫутӑсем. Ирӗксӗртен-и, тен, ирӗксӗртен те мар-и, эпӗ унпа хамӑн пурнӑҫ ҫулӗнче кирек ӑҫта та тӗл пултӑм. Петр вӑл ӑна хӑйпе пӗрле Петербурга илсе каясшӑн тесе шухӑшларӗ. — Мӗн эсӗ ун пекех ашкӑнатӑн? — тесе ыйтрӗ ашшӗ, анчах Илья нимӗн те чӗнмерӗ, пуҫне ҫеҫ чалӑштарчӗ, Артамонова ывӑлӗ ӑна витленӗ пек, хӑй манма тӑрӑшнӑ ӗҫ ҫинчен ҫӗнӗрен аса илтересшӗн пулнӑ пек туйӑнчӗ. Сигнал параканнисем Тимур командинчен уйӑрса янӑ ачасем пулнӑ-мӗн. Мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн вӗсемсӗр? Анчах вӑл таврӑннӑ ҫӗре ывӑлӗ ҫывӑрса та кайнӑ-мӗн. — Мӗнле-ха капла эсир, граждансем? Паян ирхине пӗр негр мана пырса вӑратрӗ те: халӑх кунта килме хатӗрленет, кӗҫех вӗсем йытӑсемпе, лашасемпе килсе ҫитеҫҫӗ терӗ; мана ҫур сехет вӑхӑт параҫҫӗ, ҫак хушӑра Манӑн тухса тармалла, вӗсем вара хӑвалама тытӑнаҫҫӗ, хуса ҫитсе тытсан, мана тикӗт сӗрсе тӗкпе мамӑк ӑшне пӑрахаҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вӗрлӗк ҫине утлантарса пӗтӗм халӑх умӗнче намӑс кӑтартса ҫӳреҫҫӗ. Ну мӗнех вара? «Испаньолӑна» ҫаплипех пӑрахса хӑварма тиврӗ. Шӑв-шав пуласран сыхланса, чӳречерен те, алӑкран та шаккама хӑймарӗ. — Итлӗр, — терӗ вӑл. — Килмен те вӑл! Урса кайнӑ тинӗс пассажирсене палуба ҫине час-часах тухма памасть, анчах кают-компанинчи калавҫӑсем куншӑн кӑна хӑйсен хӗрӳлӗхне ҫухатса тӑмаҫҫӗ. Хӑйӗн сӑмахне вӑл, Корчагин Ходоров меньшевика хӳтӗлеме тӑнӑ пек кӑтартса, ӑна айӑплассипе пуҫларӗ. — Сана лӑпланма каласа парам, — терӗ Базаров. — Эпир халь медицинӑран пӗтӗмӗшпех кулатпӑр, никам умӗнче те пуҫ таймастпӑр. Кунта тӗлӗнмелли нимех те ҫук, мӗншӗн тесен его величество хӑйӗн юратнӑ ҫыннин сӑмахӗсен айӗнче пулнӑ. Эпӗ — хуньӑм патӗнче. Вӑл кулса ячӗ… Левко ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ. — Ҫук, — терӗ Володя: — хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, мӗн тумаллине. Шӑплӑх пулнӑ, никам та нимӗн те чӗнмен, пурте ним хускавсӑр ларнӑ. Ленӑпа та ҫавӑн пекех пулса тухрӗ. Хуралҫӑ, хӑрах куҫлӑ старик, карта хыҫӗнчен чупса пычӗ. — Хӑвӑртрах ишес тесе, вӑл сывлӑшне кӑлармасӑр тытса тӑрать, — кулса калаҫрӗ матроссенчен пӗри. — Чӑнах-и? — Эсӗ Смолин патне пыр, унӑн кӑвакарчӑнӗсене виҫсӗмӗр пӗрле вӗҫтерӗпӗр… Ун пӗвӗ вӑтӑр футран ытла марччӗ; эпӗ унта пыриччен вӑл ҫак ҫӗршывра чи лутра ҫын пулнӑ. Хӑйӗнчен темиҫе хут пӗчӗк ҫынна курсан, вӑл пит мӑнаҫланса кайнинчен ним те тӗлӗнмелли ҫук: король майрин хӑнасене йышӑнмалли малти пӳлӗмӗнче мана тӗл пулсан, мӑнкӑмӑлланса аллисене ик аяккине тӗкӗлесе тытатчӗ те ман ҫине сӗмсӗрленсе пӑхса тӑратчӗ. Эпӗ сӗтел ҫине тӑрса патша таврашӗнчи ҫынсемпе калаҫнине курсан, вӑл ман пӗвпе ҫи-пуҫ тӗлӗшпе пӗр-пӗр мӑшкӑл сӑмах каламасӑр нихҫан та иртсе каймастчӗ. Эпӗ ӑна тавӑрас тесе пиччем теттӗмччӗ е хампа чышкӑлла ҫапӑҫма тухма чӗнеттӗмччӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, патша таврашӗнчи пажсем хушшинче час-часах тума юратакан тӗрлӗ чее майсемпе тавӑрма тӑрӑшаттӑмччӗ. Акӑ, каласси те пӗтрӗ. Пӗррехинче ҫӑра тӗтре пулчӗ, пӑрахут таптаса ан кайтӑр тесе, сулӑсемпе кимӗсем ҫинче ҫатмасем ҫапрӗҫ. Ҫав самантрах эпӗ Иван Игнатьич патне кайрӑм. Бетховен!.. Куҫлӑхӗсене каллех сӑмси ҫине майлаштарса лартрӗ, эпӗ вара ҫаплах алла малалла тӑсса тӑратӑп, — вӑл хуп-хура тата, хӑрӑм пек, пылчӑкран та вараланчӑкрах. Ултавҫӑ-ха тата. Хирӗҫӳ ӳссех пычӗ, пуҫсем ҫинче тупӑк хупӑлчи сулкаланса тӑчӗ, ҫил хӑюсемпе выляса, пуҫсемпе питсене ҫавӑрса илчӗ, пурҫӑн ҫиллессӗн шартлатса тӑчӗ. Кванза хӗрринчи лагерьтен Ньянгвене ҫитме ҫав тери инҫе — ҫул темиҫе уйӑха тӑсӑлма пултарать. Ҫамрӑк ача ватӑ негра айккинелле илсе кайма васкарӗ. — Господасем! — тесе хучӗ Рыбин, унӑн сухаллӑ сӑн-пичӗ улшӑнса, хӗрелсе кайрӗ. Ҫав вӑрӑм аллупа сулса ҫур ункӑ тӑвас пулсан, вӑл вара вӗҫӗ-хӗррисӗр сарлака пулнӑ пулӗччӗ… Петербургра пурӑннӑ чухне эпӗ ӑнсӑртран Зверков господинпа паллашсаттӑм. Марьяна пуҫне чӑмӑрккаланӑ бешмет ҫине хучӗ те, аллине Устенька хулпуҫҫи ҫине хурса, куҫӗсене хупрӗ. Майра патша тӑхӑнаканнине тупса парӑн-и тен». Вӑл, сиккипе чупса пынӑ чухнехи пек, малти урисене малалла ыткӑнтара-ыткӑнтара тӑсса хурать, кайрисемпе вара, вӗсене ҫурӑмӗнчен те ҫӳлерех ҫӗкле-ҫӗкле, тапкалашса пырать. Урса кайнипе ман халӑм та хутшӑнчӗ, анчах вӑл меллӗрех кӗрешме пултарнине часах туйса илтем. Таҫта вӑрманта бомба ӳксе ҫурӑлчӗ. — Кунта вырӑнсене сутӑн илмеҫҫӗ, кам малтан килет, ҫав ларать, — терӗ Оперов, хӑйӗн вырӑнӗнче ҫиллессӗн тӳрленерех ларнӑ май ман ҫине самантлӑха кӳренӳллӗн пӑхса илсе. Уншӑн пулсан, ҫӗнӗ вӑйпа улама пикеннӗ кашкӑрсем ним те мар пекех туйӑнаҫҫӗ. Николай Артемьевич шӑртланса варт! каялла ҫаврӑнчӗ, Шубина чӑмӑрӗпе юнарӗ, пӗр минута яхӑн тӑчӗ те хӑвӑрттӑн тухса кайрӗ. Вӗсем манӑн тӗлӗке те кӗретчӗҫ. Эпӗ сыхланас тесе, шӑнасене вӗҫнӗ ҫӗртех кӗске хӗҫпе каса-каса тататтӑмччӗ. Хам пит ҫивӗч хӑтланнипе пурне те савӑнтарса яраттӑм. Сӗтел ҫинче ӗнтӗ вӗрекен сӑмавар ларнӑ. Вӑл пур походсем вӑхӑтӗнче те киле юлнӑ; анчах кунхинче хыпса ӳкнӗ. — Ну, мӗншӗн-ха эсир унччен тӳлесшӗн пулмарӑр, хуҫана чуптаратӑр, акӑ полицие те чӑрмантаратӑр? — Эппин, киркӑпа тӑмалла! Вӑрӑ-хурахсем юлашки хут хирӗҫлени ӑна пӗтӗмпех уртарса ячӗ. Чӑтайми тарӑхса ҫитнӗскер, вӑл хӑйӗн патаккине ҫӗклерӗ те, юлташӗсем ҫине нимӗн курмасӑр ыткӑнса, вӗсене ҫапса парнелеме тытӑнчӗ. Ҫак океанта Англи тӑрать. Тӗрӗс ӗнтӗ, Англи ку тарана ҫитсе те Франци ҫыранӗсем патне мӗнле ҫитмеллине пӗлмест. — Месерле шаплатрӗ… — терӗ вӑл юлашкинчен. Вӑл тӑршшӗпех аташма пӑрахаймарӗ. Малтан вӑл вӗсене хӑй патӗнчен хуса ярасшӑн пулать, мастерсенчен хӑй вӗреннӗ ӑнман сӑмахсемпе вӑрҫать. Сана хам ҫул ҫине ярса панӑшӑн кашни сехетрех турра тав тӑватӑп эпӗ. Ҫакӑн пек намӑсланса пурӑниччен вилӗм лайӑхрах… Тӳремлӗхри хӑш-пӗр вырӑнсенчен кукӑр-макӑр пӗчӗк шывсем юхаҫҫӗ. Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм. Кашни кун ҫӗнӗ тум тумланать, кашни ҫӗнӗ кун тата ҫутӑрах та чуна килӗштермеллерех пулать; ҫамрӑк курӑксенчен, ҫӗнӗ симӗс ҫулҫисенчен ӳсӗртекен шӑршӑ кӗрет, ӑшӑ ҫӗр ҫинче ҫӳлелле пӑхса выртса, тӑри юррине итлемешкӗн, тӳсме ҫук уялла чун туртать. Хӑш чух корольпе майри ҫӳреве кайсан, вӗсем хыҫҫӑн пыраттӑм, тепӗр чух садсемпе парксене курма каяттӑм, хутран-ситрен патша ҫуртӗнчи дамӑсемпе министрсем патне визит тума каяттӑм. Вӑл та малтанлӑха, хӑнӑхманнипе ҫеҫ, пӗр саманта кӑна, тесе кала. Килӗшмесӗр те ан хӑп эс унтан, вӑл ҫилӗпе кӑшкӑрса тӑкас пулсан та, темле майпа хӑратсассӑн та ан килӗш. Тӗксӗм тӗкӗр ҫине ӳкнӗ Макар сӑнӗнче тӗрлӗ туйӑм: е инкеке пӗр хирӗҫмесӗр йышӑнни, е йывӑрах мар асап, е тискер хаярлӑх палӑрать; хӑш чух тата вӑл, шанӑҫа ҫухатнине пула бритвӑпа касӑлса вилме шутланӑ ҫынна аса илтерет. Улттӑмӗш ротӑра каҫхи вӗренӳ-аппалану вӗҫленсе килетчӗ ӗнтӗ, ҫавна пула кӗҫӗн офицерсем сехечӗсем ҫине часран-час чӑтӑмсӑррӑн пӑха-пӑха илме пуҫларӗҫ. Каярахпа вӑл утӑ ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучи кӗлеткине тата ун ҫумне чӑмӑртанса выртнӑ Трофима уйӑрса илчӗ. Ҫакӑнтах, урам урлӑ, — «Орион» кинотеатр. Ҫавӑн чухне тин вара панночка ӗсӗклесех макӑрса ячӗ, тет, шурӑ питне аллисемпе хупласах макӑрчӗ, тет: «Пӗтертӗн эсӗ, атте тӑван хӗрне! Вара кактуссен хыҫӗнче пытанса ларнӑ марсиансем халӗччен пулман, тӗлӗнтерсе аптӑратакан ӳкерчӗк курчӗҫ: тутӑхнӑ капмар ҫӑмарта, ҫурт капашӗллӗскер, кӗрлеме-ӳхӗрме пуҫларӗ, ун айӗнчен тусанпа тӗтӗмӗн хурарах хӗрлӗ пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ. — Вера! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ ирӗксӗрех. Эпӗ тӑтӑм та, малтан кӗскен Пугачевпа унӑн шайки ҫинчен, унтан самозванец лайӑх хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑма пултараяс ҫук тесе, хамӑн сӑмаха ҫирӗплетсех каласа патӑм. «Пӗрремӗшӗнчен! иккӗмӗшӗнчен!» кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ Володя, мортира патӗнчен мортира патне чупса. Анчах малтан эпӗ Кондрат Майданниковӑн пӗчӗк заявленине вуласа паратӑп, унтан вара вӑл хӑйӗн автобиографийӗ ҫинчен, урӑхла каласан, хӑйӗн иртнӗ, хальхи, пулас пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эсир калаҫӑр, пирӗн Майданников юлташ ҫинчен кам мӗн пӗлнине калӑр. — Халлӗхе тупаймарӑмӑр-ха. Сӑмах пар кӑна, эх, юрататӑп та, — мӗн тума хушӑн, ҫавна тӑвӑп. Пирӗн халӑха ун пек тесе шутламан эппин? Флоринда уншӑн именсе тӑман. Вӗренне Джим патне кукӑль ӑшне чиксе паратпӑр — куна яланах ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫынсем иккӗшӗ пӗрле пӗр хваттерте пурӑнма пуҫланӑ; вӗсем мӗнле пурӑннине куккӑшӗ — Илья Колязин, чаплӑ чиновник пулнӑскер, аякран асӑрхаса тӑнӑ. Вӑл кунта арендатор тата корчма (трактир) тытакан пулса вырӑнаҫма та ӗлкӗрнӗ; ку таврари пансемпе шляхтичсене пӗчӗккӗнех хӑйӗн аллине илнӗ, майӗпен вӗсен укҫисене ҫаратса пӗтерсе вӑйлӑнах пуйса кайнӑ. Комсомолӑн Центральнӑй Комитет секретарӗсенчен пӗри Аким пулнӑ. Куҫӗсене тӗттӗме хӑнӑхтарас тесе, Воропаев чарӑнса тӑчӗ. Кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ сухаллӑ старик, шалпар пир йӗмлӗскер, ырхан урисене хутлатса, сак ҫинче хӑяккӑн выртать. Гарнизон службин уставне практикӑра хӑнӑхасси пыратчӗ. Островский хӑйӗн кӗнекисене вырӑн ҫинче выртса ҫырнӑ чух хальхи пек пулман-ҫке. Хальхи вӑрҫӑра пӗтӗм арҫынсем, нумай хӗрарӑмсем ҫапӑҫаҫҫӗ; сӑмсисене лайӑххӑн шӑлайман ачасем те, станоксем ҫинче ӗҫлеме пӗвӗ ҫитмен пирки, ещӗксем ҫине тӑрса снарядсене хӑйраҫҫӗ» — терӗ вӑл. Фома каласа панӑ. Ҫын вилме тӑрсан ҫеҫ пупа чӗнсе кӗлтутарма васкамалла. — Варух Кузьмич, хӑвӑрах пӑхӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл аллине тӑсса квартал надзирательне, — акӑ, тӳлемест хваттершӗн, тӳлемест. — Паллах, ачам, эс те хурал тӑрӑн, — терӗ амӑшӗ ӑна хирӗҫлемесӗр. Вӗсем хӑйсене, аташнӑ ачасем пек, тинӗсӗн тӗпсӗр авӑрӗнчен ҫӗр ҫине ҫӑлса кӑларма ыйтса турра кӗлтурӗҫ, ҫыран ҫине тухсан, нушисем пӗтӗмпех пӗтессе шанчӗҫ. Пуҫӗнче ларакан сакӑр ҫын сакӑр кӗсменпе ишсе пынине шыв ҫийӗпе кимӗ хӑвӑрт ыткӑнать. Пӗр ҫынӗ хӳрере тӑрса аллинчи кӗске кӗсменӗпе ҫул тытса пырать. Эпӗ хӑранӑ пек, ӗмӗтӗме татнӑ пек пулса, сиксе тӑратӑп. — Мӗншӗн? — ыйтрӗ хохол. Тул васкасах ҫутӑлать. Вӑл вара тилӗрсе кайрӗ, эпӗ пачах усал шутпа мар, ӑҫта та пулин тухса каяс килнӗрен кӑна ҫапла каларӑм — вӗсем патӗнчи пурнӑҫ мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, кирек ӑҫта кайсан та маншӑн пурпӗрехчӗ. — Мӗн амакӗ килсе ҫапрӗ-ха сана капла? — ыйтрӗ Нагульнов, Мамычиха хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ-хупӑнманах. — Эпӗ курӑк ҫинче пӗр ҫын тӑсӑлса выртнине куртӑм. — А! апла пулсан иртерех, — терӗ Калугин, унчченхи пекех кӳрентермелле йӑл кулса. — Анчах вӑраннӑ пек пулатӑн та, — терӗ хохол, пуҫне силлесе илсе, — йӗри-тавралла пӑхатӑн та — сивӗ те вараланчӑк! Енчен эсир ҫавӑн хыҫҫӑн мана пӗр сӑмах ҫеҫ вӑрҫса каласан та, эпӗ сире пурпӗр кирек ӑҫта та шыраса тупатӑп. Пӳтсӗр пурӑнатӑн пулсан, сӑлтавӗ — нервӑ пӑсӑлнинчен т. ыт. те. Паллӑ ӗнтӗ, пурте лӑпкӑ мар, Лозневоя вӑхӑтсӑр, пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑратса пӳртрен илсе тухни никама та канӑҫ памасть. Эсир мистер Гокнс умӗнче ярт тӑма тивӗҫ мар. Хам кам иккенне ҫакӑнта мӗнпур ҫын умӗнче пӗлтерме аван мар терӗм, мӗншӗн тесен малтан император ҫуртне пымалла. — Упӑшкаллисем, укҫа пуррисем, кая-кая пӗтрӗҫ ӗнтӗ, — терӗ карчӑк, а санне пур — ох хуйхӑ, хуйха, юлашки пӳртне те, ӑна та пулин аркатса тӑкрӗҫ. Ытла та ҫиес килнипе апатне капӑрах ярса илчӗҫ. Андрий ҫаврӑнса пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: ун хыҫӗнчи сӗвек ҫыран пӗтӗм хире ҫын ҫӳллӗшӗнчен те ытларах тӳрӗ стена пек хупӑрласа тӑрать, ун ҫийӗнче темиҫе хирти курӑк туни ҫилпе силленкелет, тӳпере таса ылттӑн тӗслӗ ҫурла пек уйӑх чалӑшшӑн хӑпарса пырать. Паҫӑр каланӑччӗ-ха эпӗ, ҫамрӑксем уйрӑмӑнах клуба ҫӳреме юратаҫҫӗ тесе. Кунти хурсемпе кӑрккасене эпӗ вакламасӑрах, хыпса ҫисе яраттӑмччӗ. Чӑннипе каласан, ҫак кайӑксен ашӗ пирӗн кайӑксен ашӗнчен нумай тутлӑччӗ. — Григорьев, — терӗ вӑл асне илсе. (Шкул ачисене пурне те хушаматран палланипе вӑл чапа тухнӑччӗ пирӗн). Фомана ҫак япала — юлташӗсем мӗнпур ачасенчен те аванни — питӗ те килӗшнӗ. — Кунта нумайранпа-и? — Сӑлтавӗ питӗ нумай, — хытарса каларӗ Кораблев, — санӑн вӗт хӑвна ху ҫирӗп тытас хӑвату ҫитмест. Пыратӑр-и? Вӗсем, аяккалла тухмалли ҫул шыраса, енчен енне ҫапӑнаҫҫӗ, пур япалана та хӑйсен вӑйлӑ, анчах та никам курман аллисемпе тытса пӑхаҫҫӗ, силлеҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна сиктерсе лартаҫҫӗ, урайне ӳкереҫҫӗ те ӳкернӗ япалана урипе таптаҫҫӗ. Укҫан пӗр пайӗпе вӑл ботаника кӗнекисем тата гербари тумалли папкӑсем туяннӑ та, падрепе пӗрле чи малтанхи хут, Альп тӑвӗсене курма кайнӑ. Ура ҫине тӑрса эпӗ каютӑн пӗр пайне тата маччана куртӑм. Унтан эпӗ Ярмолӑпа ҫав тери арпашӑнчӑк, калама ҫук кӑткӑс та пач нимпе ҫыхӑнман тавлашу пуҫарса яратӑп. Вӗсенчен чи пысӑкки пирӗн Уйӑхран икӗ хут пысӑкрах. — Ярса пусиччен малтан ҫӗре пусса пӑхӑр! Зеб пӑшал кӗпҫине аялалла уснӑ та пӗр минута каллӗ-маллӗ шутласа тӑнӑ. Суд ӗҫне вӑл тул енчен кӑна курнӑ, унӑн чапӗпе илемне кӑна курнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӗнтӗ судӑн шалти ҫитменлӗхӗсене курма пултарайман. Ветчина касса тӑракан хӗр аллинчи ҫӗҫҫине пӑрахрӗ те, Павка енне пуҫне тайса, зал урлӑ чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан пӳлӗм алӑкӗ еннелле утса кайрӗ. Тепӗр ирхине малалла шырама шут тытнӑ. Мӗн пулса тӑнине лайӑх ӑнланса илсе тата Грант капитанӑн ачисен хуйхине курса пурте шӑпланчӗҫ. Вӗсене никам та пӗр сӑмах каласа йӑпатма пултараймасть. — Чӑнах та, эпӗ кун ҫинчен шухӑшламан та, — терӗ Мак-Набс. Пуҫне ҫӗклесен — вӑл ҫӑмӑл тӑрантасра сарӑ мӑйӑхлӑ, шурса кайнӑ та ӗшеннӗ сӑнлӑ ҫамрӑк ҫын ларса пынине курчӗ. — Мана валли мӗн те пулин ҫимелли илсе килӗр-ха, эпӗ ҫав тери выҫса ҫитрӗм, — терӗ вӑл. Ҫумӑр паҫӑрхинчен икӗ хут вӑйлӑрах ҫума пуҫларӗ. Халь тӑшмана канӑҫ памалла мар, унран кашни ҫил арманне, кашни тӗме, кашни чула ҫапӑҫса илмелле; тӑшмана кашни утӑмрах пӗтерсе пымалла, унӑн кашни йӑнӑшӗпех усӑ курма пӗлмелле, кирек мӗне те куҫран вӗҫертмелле мар, сылтӑмалла та, сулахаялла та пыра-пыра ҫапмалла, хӑюллӑн тапӑна-тапӑна хӑратмалла, хӗрхенсе тӑмалла мар, каннӑ вӑхӑтра та ырми-канми ҫапӑҫмалла. — Шӑпах ҫапла пулать те ӗнтӗ, сударыня. — Пӑсаҫҫӗ-ҫке-ха вӗсене, акӑ ӑҫта инкекӗ, ну, тӗплӗн тӑрӑшни те ҫук-ха. — Йӗпе кӗсменсем ҫунатсем евӗр ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ те урӑх аялалла анмарӗҫ, вӗсенчен тумла шӑпӑртатни янӑравлӑн илтӗнсе тӑчӗ; кимӗ тата кӑштах малалла шурӗ, унтан акӑш пек пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа чарӑнса ларчӗ. Эпӗ кунта вара кравать ҫинчен вӑшт ҫеҫ сиксе тӑтӑм, ман ая вӗри шыв сапнӑ тейӗн. Санин амӑшӗпе хӗрне Россия ҫинчен тӗплӗрех пӗлтерме тӑрӑшрӗ. Сире ҫакӑн пек приказ паратӑп: Эсир хальхи вӑхӑтра Гремячий Лог хуторӗнче пирӗн союз представителӗ пулса тӑратӑр; вӑрлӑхлӑх тесе суйса тырӑ пуҫтарассине хирӗҫ халӑх хушшинче халех агитаци пуҫласа ямалла. Ҫыншӑн ҫын — хаяр тӑшман! Курткӑна алла тытсассӑн, сасартӑк чарӑнса тӑчӗ те хӑй ӑссӗн каларӗ. — Ҫук, пӑхас мар луччӗ! Унтан сасартӑк вӑл урисем чӗтресе илнине, ҫӗр ҫумне шӑнса ларнӑ пек йывӑрланса кайнине туйрӗ — тӗрме кӗтесси хыҫӗнчен, хунарҫӑсем пек васкаса, хулпуҫҫи ҫине чикмек хунӑ курпунтарах ҫын утса тухрӗ. Унта ҫӗрӗ ҫинче вӑчӑрара пӗчӗк чул флакон ҫакӑнса тӑрать. Катюша Павела сад урлӑ веранда ҫине ертсе пычӗ, кунта «кӑвакарчӑн ҫитермелле» теекен вӑйӑ выляҫҫӗ. Вӑл шлепкине хыврӗ те пӗр чӗнмесӗр, хӑйӗн вӑрӑм ҫивӗчӗсене ҫивӗтлеме пуҫларӗ. Господин, господин, ан кайӑр-ха! вунӑ пус та пулин хушса парӑр. Кунӗ ытла та шарӑх тӑрать. Ҫӗрпе тӳпе пӗрлешнӗ тӗлте ирех тӗлӗнмелле илемлӗ шурӑ пӗлӗт татӑкӗсем курӑнчӗҫ; унтан тӳлек ҫил вӗсене ҫывӑхрах та ҫывӑхрах хӑваласа пуҫтарчӗ, вара вӗсем сайра хутран хӗвеле те хупӑрласа илкелерӗҫ. Пӗрине ҫакса вӗлерсен, никамӑн та тепӗр ҫынна айӑпласси килес ҫук пулӗ тетӗп. Инҫете, инҫете, нимӗн те курӑнман ҫӗре илсе кайӑр. Черккене старик сӑмси патне илсе пычӗ те, нашатырлӑ спирта шӑршланӑ чухнехи пек, куҫӗсене хӗсе-хӗсе тата пуҫне каялла турта-турта илсе, темиҫе хутчен шӑршласа илчӗ. — Ҫитӗ, ҫитӗ, Павел Андреич, ҫитӗ! Пӑрах эсӗ ӑна… мӗнле кирлӗ мара калаҫатӑн эсӗ? Саня, Бубенчиковсем патне самантлӑха кӑна кӗнӗ ҫын, вӑраха юлса, апата ӗлкӗреймерӗ. Ку акӑ мӗне пӗлтерет иккен: манӑн ытти ҫынсене пулӑшмалла, вӗсем валли мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тумалла, вӗсемшӗн яланах тӑрӑшмалла, хам пирки пачах шухӑшламалла мар. Ывӑлӗ сасӑ памарӗ. — Пушар! — кӑшкӑрчӗ Никита. Пиччӗшӗ, ҫӳлерех хӑпарса, ӑна хирӗҫ:— Пӗлетӗп. Тата мӗн? — терӗ. Ӑнланнӑ вӑл, халӑх ӗнтӗ ӑна, — кирек мӗнле власть пулсан та, ҫавӑн пек усал ӗҫ тунӑшӑн пурӗпӗр каҫарас ҫук. Текех пуҫне те пытараймасть ӗнтӗ вӑл, сӑмсинчен тӗксен ҫӑмха пек хутланса та кӗреймест. Анчах та кун пек ҫырнине вара эпӗ пӗрремӗш хут куратӑп. Ҫӗрле пуласси инҫе мар; сывлӑш ҫулхӑнлансарах карӗ, шавлани лӑпланчӗ, йывӑҫ ҫуртсем мӗлкӗсемпе витӗнсе, шыҫӑнса ӳссе пыраҫҫӗ. Алексей ҫав самантрах хӑй пӗчӗк чух, Атӑл пӑрӗ ҫинче конькипе ярӑннӑ чух, мӗн туйнине туйса илчӗ. Пӗри — урӑп пек, харсӑр ҫын, комбриг, тепри — таса куҫлӑ ҫамрӑк каччӑ. Сасӑсем вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пыраҫҫӗ. — Ҫук. Акӑ, санӑн ҫемйӳне куртӑм та — халӗ ӗнтӗ виличчен те авланассӑм ҫук. Маншӑн паллӑ: Парижре извозчиксем, рабочисем, салтаксем тата пӗтӗм «хура халӑх» та Чулхулари пек, Хусанти пек, Пермьри пек мар, вӑл улпут таврашсемпе хӑюллӑрах калаҫать, вӗсем умӗнче хӑйне простӑрах та парӑнмасӑртарах тытать. Обердофер ӗлӗк мӗн каланинех калать. — Мӗншӗн тесен вӑл хам патӑмра тӗрӗс-тӗкӗл упранать. Ҫук, ытлашши ӗҫрен хӑтӑлас пулать. Мана старик тӗмеске ҫинче тӑнӑ пек, ун йӗри-тавра лачака чӳхенсе выртнӑ пек туйӑнать. Саша ҫынсем ҫине тем ыйтнӑ пек хӑвӑрт пӑхса илчӗ, куҫхаршисем пӗр ҫӗрелле туртӑнчӗҫ. — Ҫук ӗнтӗ… мӗн ӗнтӗ унта… ман туртас килмест… — ӗсӗклесе ярасран аран-аран чарӑнкаласа, тавӑрчӗ вӑл кӳреннӗ ачан таткаланакан, пусӑрӑнчӑк сассипе. Ӗнтӗ вӑтӑр ултӑ сехет хушши эпӗ ӑша пӗр хӗлхем те яман. Уяр ҫавӑнтах итлерӗ те пӗчӗк ачисене ҫӑлма вӗҫсе кайрӗ. Ур-ра-а! Вӑл циркри клоун пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл, халӑха йыхӑрас тесе, тӗрлӗ мыскарасем туса кӑтартать. — Турӑҫӑм!.. «Третьяковка тем пек пысӑк хак паракан» картинӑсем те (карчӑк ҫапла калать), Париж банкӗнче сакӑр пин тенкӗ таранччен илме юрӑхлӑ темле «страховой полис» та халь хӑйсемпех. — Эсӗ, ман сасса илтсе, хыҫалалла ҫаврӑннӑ чух ҫил вӗрсе ячӗ, туму айӗнче сан икӗ ӗмкӗчӳне те куртӑм эпӗ, вара шутларӑм: акӑ, терӗм, лилисем хушшинче ҫисе ҫӳрекен икӗ пӗчӗк ту качаки. Рульне сулахаялла! Анчах акӑ ӗнтӗ тулӑ анисем те хыҫала юлчӗҫ. Умра каллех — хӗвелпе ӗнсе кайнӑ тӳремлӗх, сӑртлӑхсем; вӗри тӳпе, каллех ҫӗр ҫийӗн хӑлат вӗҫет. — Ара, мистер Джеральд. — Мм… мӗн илтрӗн вара? Виҫӗ сехетрен пирӗн Данин тӗп хулине ҫитмелле. — Мана пурӗ те хам хушамата ҫеҫчӗ! — именсерех тархаслать вӑл мана. Лазутчик хаваслансах калаҫӑва хутшӑнчӗ те пирус ыйтрӗ. Эк-кей ухмах!.. — мӑшкӑллӑн мӑкӑртатса илчӗ Челкаш. Вӑл сасартӑк кӑтӑрса кайрӗ, пӑшалне умнелле тирӗнтерсе тытрӗ те:— Ч-чикетӗп! — тавӑрса ҫех тӑчӗ мӗнпур ӳкӗтлӳ-ӗнентерӳпе хушни-хистенине хирӗҫ пӗртен-пӗр сӑмахла татӑклӑн. Николай Антоныч сӑмахӗпе, вӑл яланах васканӑ. Алексей спортпа нумай вӑхӑт ирттерни тата хӗвел ҫинче пӗрмай хӗртӗнни усӑсӑр пулман. «Тӗп-тӗрессӗн ҫапла, сирӗн благороди, ку питӗ те шел килсе тухать», — тавӑратчӗ тиншӑк, куҫне лӗм те мӑчлаттармасӑр. Американецсене илес пулсан… — вӑл ҫур пуплев ҫинче чарӑнса тӑчӗ, — мӗнлерех тыткалаҫҫӗ вӗҫем хӑйсене, курӑпӑр. Ҫӗр тӗттӗмӗ сирӗлнӗ мӑйӑн пур япала та аран-аран палӑрса курӑнма пуҫларӗ. Ту ӑмӑрт кайӑкӗ вара ҫаплах ҫӳлте саркаланса вӗҫет. — Эпӗ киле каятӑп, — терӗ вӑл вӑйсӑр сассипе. Апатне те паян каярах юлса ҫирӗ, вара, каҫ пуласпа, аслӑк айне канма выртрӗ; Пыр тӗпӗнчен темле хӑйне майлӑ йӗкӗлтевлӗ-ҫӗнтерӳллӗ сасӑсем кӑларса, вӑл пӗр пӑлханмасӑр лашасем ҫинчи шӑна-пӑвана ҫапа-ҫапа ҫӳрерӗ, тӗл тивертеймесен кашнинчех ӳкӗнӗҫлӗн эхлете-эхлете илчӗ, вилӗмрен хӑтӑлса чӗрӗ юлнӑ телейлӗ кашни шӑна-пӑванах сывлӑшра чылайччен пӑхса ӑсата-ӑсата ячӗ. — Командӑ кам парать? — ыйтрӗҫ пӑлхавҫӑсем командир ҫинелле пӑхса. Ҫурӑлса кайсан та, пурне те юрас ҫук, анчах кама юраймарӑн, — унран ҫупкӑ ҫи. Тупӑ сасси кӗрлесе кайни унӑн сӑмахне татрӗ. Етре йывӑҫсен хушшине ыткӑнса ҫитсе, эпир калаҫса тӑракан вырӑнтан ҫӗр ярда, хӑйӑр ҫине ӳкрӗ. Сайра хутра ҫеҫ вӑл, е хӑйӗн хӗрӗсене чӳрече умӗнче иртен-ҫӳренсем ҫине пӑхса ларнӑшӑн пӑскӑртмалла пулсан, е инкек килнипе (хӑш чухне телейпе те) ун патне вӑл тунӑ япаласене сутӑн илме килнӗ ҫынсенчен ытлашши хак ыйтмалли пулсан ҫеҫ, хӑйӗн чӗмсӗрлӗхне татса сасӑ панӑ. Анчах нимӗн те калаймарӑм… Аван. — Ӑна службӑна пама та вӑхӑт ҫитнӗ. Куратӑп, вӑл ҫынсем хушшинче темӗн кӑшкӑрашса хушса тӑрать, носильщиксем коридорта темӗнле ҫыхӑсемпе тӗрлӗ тӗркӗсем пӑрахса купалаҫҫӗ; ватӑ Марта нимӗн тума аптӑранӑ. Ку — вӑранса кайнӑ Фелим тискеррӗн кӑшкӑрса янӑ сасӑ. Кун пек чух ялан ҫапла пулать ӗнтӗ вӑл, каласа параканни ҫапӑҫу ҫинчен мар, хӑй ҫинчен ытларах калать, кусем те ҫавӑн пекех, хӑйсем ҫинчен ытларах калаҫаҫҫӗ, кашниех хӑй мӗнле-мӗнле ҫапӑҫни ҫинчен, ҫапӑҫура мӗн тери харсӑр пулни ҫинчен кала-кала парать. Йӗри-тавра, пӗр вӗрлӗк хурса, лутрарах карта тытса ҫавӑркаланӑ. — Акӑ мӗн, амӑшӗ, — тепӗр хут каларӗ Давыдов. Ҫап-ҫутӑ темӗнле пӑнчӑсем ишеҫҫӗ, — сенкер ҫулҫӑлӑх витӗр шыв вылять тейӗн. Иванов Маркопа Бейзаде Мичо панӑ канашпа вӑл хаваслансах килӗшрӗ: шкулта учительте ӗҫлемелле пулать, ку канаш вӑл хулара мӗншӗн пурӑнмаллипех куҫнине те лайӑх сӑлтавлать. Анчах толстовец уҫҫине унтан илсе ман ҫинелле аллипе сулчӗ. Ҫурта ҫулӑмӗсен тӑррисем шӑтӑк ҫӑварӗ патнелле тайӑлса килеҫҫӗ; шӑтӑкра тӗрлӗ хӗлхемсем, тумхахсем тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Килнӗ ҫын-и? Ку ҫӗнӗ шухӑш Алексее, каллех ҫула тухма хускалсан, кӑштах савӑнтарчӗ. Хӑнасем коридорсемпе те пусмасемпе ҫуртӑн вӗҫӗнчи пайне ҫул тытрӗҫ. Вӑратрӑм та ӑна калатӑп: «Ҫапла та ҫапла, Петр Григорьевич, — тетӗп, ӗҫсем кунта пит тасах мар. — Калаҫса тӑр кунта, — кӑшкӑрать Лукашка, — вӑта хапхаран каяс пулать… Эпир туссем пек уйӑрӑлтӑмӑр, сывпуллашнӑ чух вӑл ман алла чӑмӑртарӗ, утса кайсан та, инҫетрен кӑмӑллӑн шӗлепкине илсе сулкаларӗ. — Питӗ аван. Джон Мангльс юлашки хут хирӗҫлесе пӑхрӗ. «Британипе» Грант капитанӑн йӗрӗсене шыраса тупассинче Айртонсӑр ӗҫ тухманни ҫине кӑтартрӗ вӑл. Европеец-туссем ҫинчен асӑнса пурӑнмаллӑх мӗн те пулин парса парне тӑвасшӑн вӑл, анчах лашасемпе пӑшал таврашӗсем пурте шыва путнӑ. — Ну, мӗнле, пурте хатӗр-и? — ыйтрӗ Джемма. Ҫитменнине тата ун патне кӗме те ҫӑмӑлрах, ял хӗрринчех, кӑнтӑр енче пурӑнать вӑл. Фома чӗнмен, вӑл пуҫне уснӑ. — Ну, тата! Юлашкинчен Гек ҫапла каларӗ:— Нивушлӗ укҫасене яланах ҫакӑн пек тарӑн алтса чикеҫҫӗ? Ҫапах та ку хушӑра лешсем, шалта тата темиҫе ҫын тупма шутласа, кимӗ ҫине витнӗ курӑка туртса антарчӗҫ. — Ун пекки пулма пултараймасть! — тесе хучӗ Гленарван. — Эсӗ мӗншӗн ҫиместӗн тата? — терӗ ӑна Павлуш. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн Гленарванпа Джон капитан ҫакӑн пек калаҫса татӑлчӗҫ: «Дункан» паруссем лартса Австрали ҫыранӗсен хӗррипе каять, ҫула май унӑн «Британин» ванчӑкӗсене шыраса пымалла пулать. Бернуили сӑмсахне ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑрать. Вара унта пурӑнакансенчен крушени пулнипе пулманни ҫинчен пӗтӗмпех ыйтса пӗлме май пулать. Кунтан яхта Мельбурнри типӗ дока юсанма каять. — Эх, ачам! Картишӗнче денщиксем, вестовойсем туллиехчӗ, вӗсем патне кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, горничнӑйсем, кухаркӑсем пырса ҫӳретчӗҫ; пур кухнясенче те куҫҫуль юхтармалли, ятлаҫмалли, ҫапӑҫмалли романсемпе драмӑсем яланах пула пула иртетчӗҫ. Вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ, кучерне «чуптар!» тесе кӑшкӑрчӗ те ларса кайрӗ. Ытла та харсӑрланса кайрӗ вара сан Лукашка, — хушса хучӗ урядник, старик еннелле ҫаврӑнса. Пугачев пусма ҫинче чарӑнса тӑчӗ те пурне те сывлӑх сунчӗ. — Н-ну-у! — тӑсса янӑ Фома. — Мӗнпе хӑрататӑн эсӗ мана? Ҫак тин ҫеҫ кӗмсӗртетсе иртсе кайнӑ ҫынсем — темӗншӗн — хӑйсем ӑҫталла кайнине чухлаймаҫҫӗ пек туйӑннӑ Фомана… Вӑл, ораторсем пекех, аллине малалла тӑсса, хӗрне пукан ҫине кӑтартрӗ, Елена, ашшӗн хусканӑвне ӑнланса илеймесӗр, ун ҫине ыйтуллӑн пӑхсан, вӑл пуҫне пӑрмасӑрах: «сире ларма ыйтатӑп», тесе хучӗ. Эпир ҫавӑн урлах каҫса сьерра-Тандиль ҫине хӑпарса каятпӑр та, унтан тӳрех Атланти океанӗн ҫыранӗнчи Медано сӑмсахӗ патӗнче анатпӑр. «Киле таврӑнатӑп та Андрейпе тата Давыдовпа сывпуллашатӑп, Польша фронтӗнчен илсе килнӗ шинеле тӑхӑнатӑп та перӗнсе вилетӗп. Лозневой пуҫне аллисем ҫинелле усрӗ. Пӑртак вӗсем шарламасӑр пынӑ. Эпӗ ӑна хирӗҫле урамра куртӑм, курсассӑнах хам ӑшӑмра: «Ҫук, тӑванӑм, эсӗ департамента каймастӑн, эсӗ ҫав малта пыракан хӗрарӑм хыҫҫӑн чупатӑн, унӑн урисем ҫине пӑхатӑн», терӗм. Паллах хӗрачасем макӑрса тарнӑ, анчах арҫын ачасем паттӑрӑн кӗрешӳве хутшӑннӑ. Кунсем лайӑх тӑраҫҫӗ, пӗрремӗш бригада ӗнтӗ хӑйӗн лаптӑкӗнчи хӑмӑр хӑйӑрлӑ ҫӗрсене сухалама тухмашкӑн хатӗрленсе тӑрать. Унта вӑл мана мӑшкӑлласа, хӑй аллипе хӑй картана касса вакласа пӗтернӗ. Ӑна ҫавӑн пек саккуна хирӗҫ вӑрӑ-хурахла ӗҫсем тума эпӗ хам енчен пӗр сӑлтав та паман. Его превосходительство мана ыранах ҫав виллӑна пымашкӑн ыйтрӗ, вӑл ыйтнипе эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтанах килӗшрӗм. — Татар! Эпӗ йывӑҫсен хушшине сыхланса утса пытӑм. Комендант Иван Игнатьича ҫав ушкӑн ҫине тупӑпа тӗллеме хушрӗ, фитильне хӑех чӗртрӗ. — Ҫитӗ! — ҫилленсех калаҫӑва хутшӑнчӗ Петр, вара макӑрса ярасса ҫитнӗ Наталья ӳпкелешме тытӑнчӗ: — Мӗн вара ку, Петр Ильич, сӑмах та калама ҫук! Эпӗ тӗксӗмленсе, хуйхӑрса, никампа хутшӑнмасӑр ҫӳреме тытӑнтӑм. Анчах эпӗ виллисем ҫинчен калатӑп, — вӗсене мӑйӗсенчен кантрапа кӑкармалла та суллантарса ҫӳремелле. — Тӑхтӑр-ха, ку ҫеҫ пулать-и-ха! Ӑна ӑсатсан, Дмитрий каялла кӗчӗ те, — хӑй чӑтӑмлӑ пулнипе тата кичемлӗхрен хӑтӑлнипе, ахӑр, — хӑйпе хӑй савӑннӑ пек кулкаласа тата аллисене сӑтӑркаласа, хутран-ситрен ман ҫине пӑха-пӑха, пӳлӗм тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ. Ку оптика приборӗсене вӑл туйма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен вӗсене Муани-Лунга кӗлеткипе пӗрле юханшыв тӗпне пытарчӗҫ. Вӗсем халь Муани-Лунгӑн пӗрремӗш арӑмӗ хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Хуҫи паллӑ парсанах, вӗсем ун валли чӗрӗ сӗтел-пукан пулса тӑма хатӗр. — Хам ҫинех килсе кӗтӗрччӗ!» — Эпӗ пурне те астӑватӑп, — тенӗ Тарас. Эсир нимскер усал тума та шутламастӑр пулӗ тетӗп. Ҫапла мар-и? Пугачевӑн хаяр чунӗ ҫемҫелнӗ пек туйӑнчӗ. — Эсир куратӑр вӗт, сирӗн ята халӗ никам та пӗлмест. Ҫавӑн хыҫҫӑн часах вӑл унран тетрадь листи ҫине кукрашкаллӑ саспаллисемпе ҫырнӑ, кӑшкӑру паллисем лартса тултарнӑ ответ илнӗ. Йытӑ каллех ун хыҫҫӑн кайнӑ-мӗн, анчах часах каялла таврӑннӑ та аманнӑ ҫын патне пырса выртнӑ. Давыдов хӗрӗн ҫирӗп те пӑлатна аллине чавсаран ҫӳлерехрен хыттӑн мар чӑмӑртаса, унӑн куҫӗнчен пӑхса илчӗ: — Мӗнле те пулсан хурлӑх килсе тухмарӗ-и санӑн? — Мӗншӗн тавӑрӑннине, тен, хӑй каласа парӗ. Эпир тухса кайрӑмӑр. — Эпӗ пултӑм унта, — терӗ Петька, — юратмарӑм. Ҫакан хыҫҫӑн вуниккӗмӗш кунне, ирхи шуҫӑм хӑпарнӑ вӑхӑтра, сывлӑм нумай ӳкнипе тӗксӗмленнӗ хӑйӑрлӑ сукмак тӑрӑх Никита Артамонов утнӑ. Вӑл алла патак тытнӑ, курпун ҫурӑмӗ хыҫне сӑран хутаҫ ҫакнӑ. Унтан аялтан хӑпартакан вӑй каллех чарӑнчӗ. — Пӗлетӗн-и, ҫав Колпиков пурне те паллӑ киревсӗр ҫын, картла вылянӑ чух улталама хӑтланать, хӑй вара хӑравҫӑ, полкран ӑна юлташӗсем хӑйне хӑлха чикки тӑхӑнтартнӑ хыҫҫӑн дуэле тухма килӗшменнишӗн хӑваласа янӑ. Эпӗ ӑна диван ҫине хурса салтӑнтарма тытӑнтӑм, ҫав вӑхӑтрах хам, тӗлӗкри пек, нимӗн те ӑнланмарӑм. Эпӗ те «вӑйлӑ» тенипе килӗшрӗм. Тӗлпулӑва комбат асӑрхаса тӑнине ӑнлансан, Андрей именсе, ачашшӑн хӑйӗн кил- йышне сирме тапратрӗ: — Ну, ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ! Анчах эпӗ ун пек тума пултараймастӑп, терӗм… Пӗр виҫ-тӑватӑ секундӑран вӗсем хӑйсен решенине йышӑнаҫҫӗ. Бей Григоровӑн калавне пикенсе итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫак сцена ҫинчи граф шӑпах французсен консулӗ иккен тесе шутлама тытӑнчӗ, вара вӑл мӗн спектакль пӗтичченех шӑп ҫапла иккен тесе шанса тӑчӗ. Упӑте мана хӑйӗн тепӗр пушӑ аллипе питрен ачашласа шӑлкаларӗ. — Вот, вот, вот! Часрах тарас!.. — Иван Иваныч, ыйтӑр-ха унтан, кимӗ ҫинче урӑх япаласем пулман-и? Чӑнах та, Дерпт студенчӗ сюртукне хывнӑ, шурӑ кӗлин ҫаннине шап-шар чавсинчен ҫӳлерех тавӑрнӑ, урисене сарса пуснӑ та, чарара сахӑр ҫунтарса ром тӑвать. — Мӗн тӑвӑттӑн вара эсӗ? Эпӗ ун ҫине вӗркелесе те пӑхрӑм, вӑл нимӗн те шарламасть. Унтан каллех ретсем кайрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн юланутлӑ хорунжий тухрӗ, ун хыҫҫӑн каллех ретсем кайрӗҫ, вара юланутпа тӗреклӗ полковник тухрӗ, мӗнпур ҫap хыҫҫӑн хӑйӗн лашипе лутра полковник тухрӗ. Эсӗ мӗн тунӑ пулӑттӑн? Вӑл ҫӗрелле пӑхса, ӑна урипе сӑтӑркаласа, калаҫма чарӑнчӗ. Ҫепӗҫленсе тӑма пирӗн вӑхӑт ҫук! Эсир аманнӑ. Эпӗ сире тарма тата пурӑнма хушатӑп. Ҫапах та, юлашкинчен, ыйӑх ҫӗнтерчӗ. — Ну, акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑр тата! — пӑшӑлтатрӗ Феничка аллисене чӑмӑртаса. Ну, ме эппин, пӗверне эсремет кӗрсе ларасшӗ. Вӑл мана кӳрентерчӗ… Авалхи пергаментри сӑмахсем тӗлӗшпе пиччене нимӗнпе те такӑнтарма ҫуккине эпӗ лайӑх пӗлтӗм. — Эпӗ хамах вӑл ӗҫе йӗркелесе ярӑп, халӗ унсӑр та чӑрманмаллисем нумай. Чӑннипе калатӑп, апат ҫеҫ, чи кирли урӑх ним те мар. Лозневой крыльца умӗнче чарӑнса тӑчӗ, тем ыйтнӑ пек, вестовой ҫине пӑхса илчӗ. Арҫын ачасем яланах макӑраҫҫӗ, — тенӗ амӑшӗ. Вӑт мӗнле вӑл, сирӗн йӑх! Симурден сассине ҫӗклерӗ. Чимӗр-ха, паннӑчкӑм, чӑннипех миҫе ҫулта вара эсир? Эпӗ калама ҫук шӑртланса кайрӑм. Ылханлӑ суккӑр! Кам питӗрсе хунӑ кунта ман ачасене?.. Оборона рубежӗ тӑршшӗпех тахҫанах илтме хӑнӑхса ҫитнӗ командӑсем илтӗнсе кайрӗҫ: — Сы-ывлӑш! Козак чысне никам та нимӗн вырӑнне те хумасть пулсан, кашниех хӑйӗн кӑвакарнӑ сухалӗ ҫине сурма тата хӑйне кӳрентерекен сӑмах калама ирӗк парать пулсан, мана никам та вӑл тӗрӗс мар тӑвать теме пултараймасть. Павел Петрович кӑшт чӗтресе илчӗ те, аллипе пӗҫҫинчен ярса тытрӗ. Унӑн шурӑ панталонӗсем тӑрӑх юн юхса анчӗ. Вӑл ҫаплах курӑнмастчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хреснашшӗ ӑна:— Асту-ха, епле вӗсем сан ҫумӑнта ачашланаҫҫӗ… ҫу пуррине сисеҫҫӗ ҫав кушаксем… — тесе, хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ. Автансем часрах та хытӑрах авӑтма пуҫларӗҫ. Ху вӗсенчен каях мар чупма пӗлнине кӑтартса пар-ха халӗ. Йӗри-тавра пӗр йывӑҫ та ҫук. Палатка вырӑнне те, утиял вырӑнне те ҫулҫӳревҫӗсем пончопа усӑ курчӗҫ, вӗсем пурте хӑйсене хупӑрласа тӑракан тачка пӗлӗтсем айӗнче ҫывӑрчӗҫ. Шӑна мӗнле майпа ҫапла сасартӑках ҫухалнине ӑнланманнипе аптраса тӑрать вӑл. Пӗр карап ҫинчи матроссем мана канат вӗҫне ывӑтса пачӗҫ. Хӑй юратнӑ Руссиан пуҫне палласа илсен, вӑл ниҫталла хускалмасӑр тинкерсе пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те Мохаммедпа султана ылханса, вӗсене ӑшне витерес пек сура-сура ятларӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, акӑ мӗнле пулса тухать: эсӗ хӑть ҫерҫи пул, хӑть мӗнле те пулин урӑх вак-тӗвек выльӑх, хӑть этем пул, анчах арҫын-тӑк — эсӗ чӑн-чӑн, пӗр ултавсӑр производитель пулса тӑратӑн. Марта унтан нимӗнле ответ илтеймесӗрех тухса кайрӗ; эпӗ хам, пӑртак ыйӑхлакаласа ҫывӑрмасӑр чӑтса лартӑм та, диван кӗтессине вырнаҫса, хытӑ ҫывӑрса кайрӑм, Лиденброк пичче ҫаплах ларса цифрӑсене шутласа, хураткалса юлчӗ. — Пӗлес килет-и, сире эпӗ ҫав юрату мана хампа пулса иртнӗ ӗҫ патне епле илсе ҫитерни ҫинчен каласа паратӑп. — Сывалса ҫитетӗр те пӗтӗмпех лайӑх пулать. Пулать вӑл ун пекки пурнӑҫра! Нимӗн тума та ҫук. Ӗнер, хӑй Корытовпа тытӑҫса илчӗ пулин те, вӑл ҫак йывӑр ӗҫпе асапланса пӗтнӗ ҫынна шеллерӗ; кунти йывӑр пурнӑҫа курнӑ хыҫҫӑн Корытова пӑрахса кайма намӑс пек туйӑнчӗ ӑна. Миссис Гленарванпа мисс Грант гостиницӑна кӗрсе этем условийӗсенче ҫӗр каҫас тесен, тепӗр икӗ миль кайма та пӗр сӑмахсӑрах килӗшӗҫ. — Кусем тата? — кӑтартрӗ вӑл аллипе зала. Гусеева ку пӳлӗм те, ыттисем те кӑмӑлне кайрӗҫ: «Багаж карҫинкки пекрех, ҫав тери чаплӑ». Ҫак айӑплӑ ӗҫсен тымаррисем мӗнре пулаҫҫӗ? Ҫав вӑхӑт тӗлне Ольховкӑран колхозри мӗнпур выльӑха хӗвелтухӑҫнелле хӑваласа кайнӑ. — Ҫаплах! Кашнин пит-куҫӗ кулать. Ан хӗне йытта, ылханлӑ ҫын! — ҫиленсе кӑшкӑрса ячӗ Сергей, чӗрнисемпе чул стенана тӑрмаласа. Пуринпе те килӗшетӗп. Нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах малалла кайма сӗнетӗп. Эпӗ темле уҫах мар шав сасси илтрӗм, анчах ҫурӑм ҫинче выртнӑ пирки пӗлӗтрен пуҫне нимӗн те кураймастӑп. Чӑнах та тӗттӗм ҫӗр стенисем пӗчӗккӗн ҫуталма тытӑнчӗҫ. — Тӳрех калас пулать, нимӗн те пӗлместӗп. Ҫак самантра ҫурт хуҫи вӗрекен самовар йӑтса кӗчӗ. — Питӗ лайӑх! Пуринчен кайра, кӗреҫипе туяланса, ывӑннӑ Павел пырать. Чили урлӑ Гленарван ҫул кӑтартса пыракан ҫынсене — виҫӗ арҫын та пӗр ҫамрӑк ачана — укҫа парса тытрӗ. Исидорӑна ҫухатни те ҫитет. — Юрӗ, пӗтӗм обчество умӗнче ыйтса пӑхӑп. Сид чирлӗ пулнӑ та ачасемпе пӗрле савӑнас ҫӗре ерме те пултарайман: Мэри, ӑна кичем ан пултӑр тесе, унпа пӗрле киле юлнӑ. Ҫарта пулман ҫынсене «иккӗмӗш эшелон» тени паллах мар, ҫак хӑйне евӗр организмӑн пурнӑҫӗ ҫинчен халиччен никам та ҫырса кӑтартман пирки, пурне те пӗлме юратакан вулакана нимӗн вуласа пӑхма та сӗнме ҫук. Хамӑр ытла та сахалӑн пулнипе, пире ҫав тери вӑйпа ӗҫлеме тиврӗ. Капитан, корма ҫинчи матрац ҫинче выртса, приказанисем парса пырать. Вӑл сывалса ҫитет, ҫапах та ӑна канлӗх кирлӗ-ха. Мӗлке ҫывхарсах, ӳссех пырать, акӑ вӑл кӳмепе танлашать, эсир вара ку япала этем маррине, вӑл пӗччен тӗм е пысӑк чул пулнине куратӑр. Законсене кам ҫырнине пӗлместӗн-и? Каллех юратни ҫинчен тупа туса ачаш-ачаш чуптуса илчӗҫ. Ҫынсене нумай кӳрентерсе пурӑнтӑн эсӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир сана турӑсӑр-мӗнсӗрех кӑларса яратпӑр. Халех тухса кайнӑ пултӑр! Вӑл шут тытнӑ пулсан — хӑйӗнне тӑватех», тесе калани ҫинчен, штаб начальникӗ ӑна хирӗҫ: ҫавӑрса илмелле мар япалана ытамласа илме ҫук, тесе ответ пани ҫинчен, анчах та командир: Мересьев пек ҫынсемшӗн ҫавӑрса илмелле мар япаласем ҫук, тесе тавӑрни ҫинчен ҫырса янӑ. Пӳртре вара ирсерен пӗрмай: — Яша! Анчах шӑнса ӗнтӗркенӗ йытӑ ҫури ерипентерех хамлатса илчӗ, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахрӗ те хӑмӑшпа витнӗ нӳхрепҫи патнелле лӗпсӗртетрӗ. — Ку ӗҫре улпутсем ҫук, пурте — юлташсем… — Эпир сакковски плуга чи лайӑх плуг тесе шутлатпӑр. Сӑмахран, акӑ, аксайскинех илер, сӑмах та ҫук, плугӗ — плугах, анчах унӑн сакковски плуга ҫитесси инҫе! Вӑл плугӑн ӗнерӗвӗ аплах мар. Эпир ҫапла сухалама шут турӑмӑр: кашнине хӑйне пӗр лаптӑк касса паратпӑр та, ҫавӑрттар кӑна ҫавӑнпа. Малтанах Бесхлебнов, Атаманчуков, Куженков, — Любишкин хӑй те вӗсем ҫумнех пырса сӗкӗннӗччӗ-ха, — умлӑн-хыҫлӑн сухалама тытӑннӑччӗ. Ҫапла! Ҫав вӑхӑтрах Пугачев патне Иван Игнатьича ҫавӑтса пычӗҫ. — Ыйтрӗ, ыйтрӗ. Манпа курнӑҫма тесе вӑл чунне кӑна мар, ӳтне те хатӗрленӗ пулмалла, ун пек хӳхӗм тумланса кӗнине халиччен курманччӗ-ха эпӗ. Монтанелли куҫӗсем темскертен шикленнӗ тата хӑранӑ пек пулчӗҫ. Ҫав тери ӑста авать вӑл ӑна. — Вӑт, — ирӗке пире патша-государь панӑ. Пурте хатӗр. Ҫуралассах ҫак чаплӑ кӑтрапа ҫуралнӑн туйӑнчӗ вӑл мана. Вӑл унӑн сӑмахне хӑйӗнчен аслӑрах юлташӗсем те, тӗслӗхрен хохол та итленине курчӗ, анчах та амӑшне хӑйӗн ывӑлӗнчен пурте хӑранӑ пек, вӑл ытла кичем пулнӑшӑн ӑна никам та юратман пек туйӑнчӗ. Куҫӑмсене урӑх еннелле куҫартӑм. — Эсир ҫапла шутлатӑр-и вара? Часах — нумай пулаҫҫӗ вӗсем, — эх, нумай та пулаҫҫӗ! — сасӑ пачӗ ӑна хирӗҫ хохол. — Чим-ха! Кам пуласшӑн? — Мексикӑн ирӗклӗхӗ телейсӗр пин доллӑрсенчен килни ҫинчен шутласан вуҫех тӗлӗнмелле вӗт! — тенӗ Паулино Вэра. Айртон, вӑхӑта сая ярас мар тесе, хулара чарӑнса тӑмасӑр унӑн айӑккипе иртсе кайма сӗнчӗ. Хӗрарӑмсем, патша майрисем пек, этемлӗхӗн 0,9 пайне чуралӑхпа йывӑр ӗҫ тыткӑнӗнче усраҫҫӗ. Хӑйӗн ӗлӗкхи йӑнӑшӗсене ӑнланса илсе, ҫитӗннӗ яш ача сасартӑк хӑйне хӑй ҫапла калать: ку вӑл йӑлтах кирлӗ пек пулман, ӗлӗкхи пӗтӗмпех — шутламан ҫӗртен пулса пынӑ, вӑл ӗлӗк йӗркеллӗ пурӑнасшӑн пулман, анчах халь, Мускавран тухса кайнӑ хыҫҫӑн, уншӑн ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать; ҫав пурнӑҫра текех ун пек йӑнӑшсем пулмӗҫ, ӳкӗнӳ пулмӗ, тем тесен те, пӗр телей ҫеҫ пулӗ. — Ку ту арӑсланӗн йӗрӗ, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Тупӑннӑ ӑслӑ ҫын! Вӗсем ӗҫрӗҫ, ҫирӗҫ, намӑс сӑмахсемпе шӳт тунисене итлесе вӑтанчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр ҫӳреме тӑрӑшрӗҫ; алӑран алла тытса пынӑ чухне те, ялан юнашар ларнӑ чухне те, ют ҫынсем пулнӑ пек, пӗр-пӗрне чӗнмерӗҫ. Рабочисемпе калаҫу пулать. Токарев арӑмӗ Дарья Фоминична, упӑшки пек мар ҫӳллӗ те тӑн-тӑн хӗрарӑм, Павел умне турилккепе вир пӑтти лартрӗ те, шур саппунӗпе нӳрлӗ тутисене шӑлса:— Ҫи, ачам, — терӗ кӑмӑллӑн. Салтаксенчен пӗри тата — Мельников пулас — ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илес, ачисем, — тесе, шӳтлесе кӑшкӑрса ячӗ. Халӗ те ҫавӑн чухнехи пекех унӑн чӗрине ыраттарма пултарассине туйса илчӗ те вӑл чарӑнчӗ. Акӑ камсем вӗсем ҫав икӗ дама-с! Анчах капла пулман, кӗтӳ малаллах кайнӑ. Вӗсем юрпа витӗннӗ тӑрӑллӑ тусем пекех сивӗреххӗн, ҫав тусем пекех чаплӑн та мӑнаҫлӑн туйӑнаҫҫӗ. Хӗр Фома кӑмӑлне кайнӑ, анчах ҫав пуҫа мӑнаҫлӑнрах сӗлтсе сывлӑх сунни йӗкӗте кӳрентернӗ, ку кӳренӗвӗн йӳҫекне хӗрӗн панулми пек сӑн-пичӗ те, савӑнӑҫлӑ хӑмӑр куҫӗсем те, мӑкӑнь тӗслӗ тутисем те сиплештерме пултарайман. Халӗ кам ӑна куҫран пӑхса чӗререн йӑпатӗ: «Ку симӗс юбка сире ытла та килӗшет-ҫке, Лушка! — Эсӗ итлеме кирлӗ нимӗҫ комендант. Чӑн-чӑн тӗрме ҫыннисем пекехчӗ ӗнтӗ, эпир вӗсемпе яланах ҫапӑҫаттӑмӑр. Халӗ манӑн хамӑн та тӗрме ҫынни пулмалла-ши ӗнтӗ? Эпир ҫав тери хӑраса, тискеррӗн шартлатса ҫурӑлнине илтсе, вӑрантӑмӑр. Хӑҫан ҫӗр, хуть те мӗнли те пулин, ырӑ-и, усал-и хӑй выранӗнче тӑракан, пире минутсеренех Ҫурҫӗрелле кайнинчен хӑранипе мантарса яракан ҫӗр курӑнӗ-ши? Халӗ вара Америкӑна каяс ҫул ҫӑмӑлланчӗ. — Мӗнле вӑхӑтра? — ҫинҫе сасӑпа ӗҫлӗн ыйтать Мишка. Кам санран ыйтрӗ пирӗнпе калаҫма? Ӑҫтан пулать, ӑҫтан тупӑнать иккен хӑй тивлетне тытма пӗлекен ҫын! Соацера сӑрт-ту хыҫӗнче аякра путса юлчӗ. — Чӑнах-и? Чӑнах та эпӗ ӑна хӗрхентӗм. Кунта унӑн куҫне хӑй туртакан сигара тӗтӗмӗ кӗчӗ пулмалла, вӑл куҫне шӑлкаласа илчӗ те:— Выҫӑ мар-и эсир? — тесе ыйтрӗ. Ҫавна-и? — Сире Болгарие таврӑнма чарас пулсан, май памасан, — терӗ Елена, хӑй сӑмахне малалла тӑсса. — Российӑра ҫав тери йывӑр пулнӑ пулӗччӗ-и? Мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех оршадпа, канфетпа сут тӑвассӑн туйӑнчӗ ӑна; ҫак илемлӗ те кӑмӑллӑ хӗрача алӑк хыҫӗнчен ун ҫине ӑшшӑн пӑхать; ҫуллахи хӗвел, чӳрече умӗнче ӳсекен каштансен ҫӑра ҫулҫисем витӗр пайӑркисене чӑлтӑртаттарса, пӗтӗм пӳлӗме кӑнтӑрлахи мӗлкесем ӳкерет; чӗре вара малтанхи ҫамрӑклӑхӑн, — пуҫланакан ҫамрӑклӑхӑн шухӑшсӑрлӑхӗпе юлхавлӑхӗн пылакӗпе ачашланать. Пӗрре Корчагин, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн «Таласса» санатори садне концерт итлеме кайсан, кӗтмен ҫӗртен Жаркие тӗл пулчӗ. Эпӗ ҫавӑнтах сӑмах мӗн ҫинчен пынине чухласа илтӗм те ҫак хыпара илтсен чӗреренех савӑнтӑм. Эпӗ кунта ҫынсен чӑн ячӗсене пурне те улӑштартӑм пулин те, кунта кам ҫинчен каланӑ, ҫавсем хӑйсене палласа илме пултарӗҫ тата кунти тӗнчерен ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑ ҫыннӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене тӳрре кӑларӗҫ-и, тен, унсӑрӑн вӗсем халичченех ӑна ҫеҫ айӑпланӑ пулӗччӗҫ-ха: эпир вӗт мӗн ӑнланнине кирек хӑҫан та тенӗ пекех каҫаратпӑр. — Лось Аэлита сывлавӗ патнелле пӗшкӗнчӗ. Унӑн йышлӑ пурлӑхӗнчен те нимӗн те тупаймарӗҫ; анчах чаплӑ произведенисен татӑкӗсене курсан, вӗсем темиҫе миллион тенкӗ тӑнине пӗлчӗҫ те вӑл хӑйӗн пуянлӑхне мӗнле пӗтернине ӑнланса илчӗҫ. Иван Боримечка пӗлӗтелле пӑхрӗ. Вӑрҫа вӗҫне тухнӑ чух экспедицие тупнинчен ман пурнӑҫа пӗлекенсемшӗн тӗлӗнмелли те ҫукчӗ. — Эпир хирӗҫ мар, — терӗ Дубцов, ыттисем чӗнмеҫҫӗ пулин те, вӗсем хӑй майлине сиссе. Княгиня хӗрӗнни пек яштака пилӗкне хытӑ туртса тӑракан тӗттӗмрех кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ, вӑл ҫак пилӗкӗпе вӗҫкӗнленет те пулас. Тулли шывлӑ каналсемпе касӑлса тухнӑ, ӳсен-тӑранӑн сарӑрах хӗрлӗ хӑтлӑхӗсемпе, майра кайӑкӗллӗ, хаваслӑ улӑхсемпе хупланнӑ Азора, — савӑнӑҫа пӗлтерекенскер. Вӑл — чӑх чӗпписем шимплетсе ҫӳрекен, ҫуркуннехи улӑх пек, — ку тахҫанхи ачалӑхри тӗлӗксенче курӑнатчӗ… — Сарлака ҫурӑк патне ҫити. — Улпутӑм, а, улпутӑм! — терӗ сасартӑк Касьян хӑйӗн уҫӑмлӑ сассипе. Кӑна пурте йышӑнчӗҫ, вара Паганельпе Джон Мангльс ҫавӑнтах ҫул ҫине кайма хатӗрленчӗҫ. Тепӗр тӑватӑ кун хушши ушкӑн ҫаплах ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле утрӗ. Хӑйӗн ури утайми пулман иккенне кӑтартас тенӗ пек, Варя Харламова, айккӑн ҫаврӑнса, урине кӑштах хутлатрӗ те хӑй ларакан сак урлӑ вӗлт ҫеҫ сиксе каҫрӗ, будка патне кайрӗ, хӑй Майданников ҫине ҫилленсе ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, шурса кайнӑ тутисем тем пӑшӑлтатрӗҫ. будка патне ҫитсен тин вӑл сӗтел еннелле ҫаврӑнчӗ те тытӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ: — Эсӗ Кондрат пичче… эсӗ, пичче… эсӗ тӗрӗс каламастӑн! Шуйттан мурӗ! — Тухса тӑнӑ качака таки, кӗҫҫе пит! — тесе мӑкӑртатать Людмила амӑшӗ. Унтан ҫамрӑксене театра пухса митинг тӑвӑпӑр: ну, эпӗ сана политотделта Устиновичпа паллаштаратӑп. Анчах часах вӑл унта та кунта салтаксем хаваслӑн калаҫнине илтрӗ, унтан вара — юнашарах Юргин сасси илтӗнчӗ: — Маттур, маттур, ачсемӗр! Анчах ку япала Тимура та, унӑн командине те килӗшмерӗ. Чӑнах та, манӑн хама хам путлантарса лартас марччӗ, манӑн тӗле ҫав тери телейлӗ пурнӑҫ килсе тухма пултарать-ҫке: Эпӗ Б… графиньӑн упӑшки, камергер, е дворянсен предводителӗ пулма пултаратӑп. Ку лайӑх алӑ ӗҫленӗ япала, ӑна мана кума хӗр тӗрлесе пачӗ… Утне шырама пуҫласан шлепкине, паллах, тупаҫҫӗ. Ем-ешӗл йывӑҫсен тӗмисем ҫинче питӗ нумай кайӑк парӑлтатса вӗҫет. — Итлӗр-ха мана, — терӗм эпӗ хӑюллӑ сасӑпа, — этемӗн кирек епле мӑнкӑмӑллӑхӗ те виҫеллӗ пулмалла. Васкамалла-ҫке. — «Ӑҫтан ҫил вӗрет, ҫавӑнтан телей килет». Княгиня кӗсйинчен темле вараланчӑк хутсем кӑларчӗ те, вӗсене сӑмси умне илсе пырса, уҫкалама тытӑнчӗ. Унта та кунта шӑпчӑксем хӑйсен янӑравлӑ та илемлӗ юррисене шӑрантараҫҫӗ; вӗсен юррисем ҫемҫен те ачашшӑн вӗҫленсе шӑпланнӑ пек пулсан вара, шӑрчӑксем кӑштӑртатса чӗриклетни, шурлӑх кайӑкӗ сасӑ пани илтӗнсе каять. Ку ҫеҫ мар, хушӑран шурлӑх кайӑкӗ хӑйӗн яка сӑмсипе тӗкӗр пек йӑлкӑшса выртакан анлӑ шыв питне сӑхса илни те илтӗнет. Фалсене туртса илчӗҫ. гитовӑсене турттарчӗҫ, вара марсельпе брамсель кӗрӗслетсе ансан, урса ашкӑнакан стихия улани те ҫекундлӑха ҫавӑнпа хупланчӗ. Эпӗ хама хам ним тума та пултараймастӑп! Столицӑра ҫак ир тимлӗ те хавхалануллӑ йывӑр ӗҫпе пуҫланчӗ. — Ҫӗлен! — терӗ Стумп, хӑраса кайнӑ Гальвей ҫынни патне пырса, ун умӗнче ҫурта тытса. — Манӑн хуньӑм, арӑмӑн ашшӗ, — терӗ Никифорыч тарӑхса, салхулланса. Пӑлхавҫӑсем окопсенчен пӗр харӑс персе темиҫе тӗрӗке вӗлерни вӗсене кӑштах пӑтраштарчӗ, вӑл та пулин вӑхӑтлӑха ҫеҫ. Фома, сӗтел ҫине чавсаланса, хӗрарӑм сӑн-пичӗ ҫине, унӑн хупӑннӑ-хупӑнман хура куҫӗсем ҫине пӑхса ларнӑ. Саша куҫӗсем, таҫта аяккалла ывтӑнса пӑхаканскерсем, усал хӗпӗртевпе йӑлтӑртатнӑ, вӗсен ҫуттине пула, кӑкӑртан юхса тухакан бархатлӑ сасӑ та ҫав куҫсем пекех хуп-хура йӑлтӑранӑн туйӑннӑ. Кӑна хирӗҫлетӗп эпӗ! Марийка нумайччен пилеш патӗнче шухӑшласа тӑчӗ, Лозневойпа калаҫни мӗншӗн хӑйне ҫавӑн пек пӑшӑрхантарнине ӑнланса илме хӑтланчӗ, хӑй ӑшчикне хускатакан темле шухӑшсене ҫавӑрса тытма хӑтланчӗ; анчах вӗсем, хӗвел ҫутинче эрешмен каррисем вӗҫсе иртнӗ пекех, тыттармасӑр вӗҫсе иртсе кайрӗҫ… Хорунжий пӑшӑрханса ӳкрӗ те казаксене мӗнле уйрӑлса тӑмалли ҫинчен тата хӑш енчен тӑшман патне пырса тухмалли ҫинчен калама пуҫларӗ. — Мӗнле заместитель? — ӑнланмасӑр пӑхса илчӗ Устин ҫине Давыдов. Тӗрӗс, хӑвӑрт хускалу тума вӑй кирлӗ, анчах ҫыннӑн вӑйӗ ҫук. Уттар! — Ҫӗлен! — кӑшкӑрса ячӗ те Дик Сэнд, пӑшалне ярса тытса, ун умне пырса тӑчӗ. — Пӗчӗк ухмах эсӗ! — терӗ амӑшӗ хурлӑхлӑн та ӑшшӑн, ывӑлӗ хирӗҫ тӑнине ҫӗнтерсе. — Тасал, унсӑрӑн эпӗ сана вӗлеретӗп! — ун патне ҫитсе ӑна аллинчен ярса тытрӑм эпӗ. Мӗнпур ытти командармсенчен чи тишпӗмми, чи тӑп-тӑппи вӑл пулнӑ. Уттипе вӑл — дивизи: командирне, ӗҫе хӑвӑрт татса панипе — полк командирне аса илтернӗ. Хура ҫӳллӗлӗхре пысӑк, тискер ҫӑлтӑрсем сулланаҫҫӗ. Восстани, боже! Суди! Амӑшӗ ҫак шава унӑн ывӑлӗн ӗҫӗ пуҫласа янине ӑнланчӗ. Тепӗр кунхине, декабрӗн 29-мӗшӗнче, ҫӳллӗ мар сӑртсем, пӗчӗклетнӗ Швейцарине мая килекенскерсем, экспедицине кӑшт кӑна кансӗрлерӗҫ. — Вӑт ку питех те аван. Хӑй вӑл ахӑлтатнӑ, сикнӗ, хулпуҫҫисене сиктеркеленӗ, пин пит умӗнче хӑйне хаваслӑн кӑтартма тӑрӑшнӑ. Парсамӑр мана сӑмах калама? Голышевпа калаҫнӑ хыҫҫӑн, Горевӑна питӗ хурлӑхлӑ, хурлӑхлӑ та йывӑр пулнӑ. Аллисемпе сарлакан сулса ярса, Серафим ун патӗнче аяккалла сиксе ӳкрӗ. Пичче хӑйӗн кӗсйисене, ҫул ҫине валли япаласем чиксе тухнӑ сумкине тимлӗн пӑхкаласа пырать. Эпӗ ӑна пулӑшас терӗм, анчах вӑл хушмарӗ. — Эсӗ типӗ йӗркине пит хытӑ тытатӑн, ачам, — терӗ Томас. Ҫак ӑнланма ҫукла ҫивӗччӗн пӑхни айӗн этем вӑй-халӗ танлашайми сивӗ сехӗрленӳ ҫавӑрса илнӗччӗ мана. Фома, тарӑннӑн сывласа илсе, итлекенсен пичӗсем ҫине, — сасартӑк, темӗнле, шыҫӑннӑ пек тулса кайнӑ питсем ҫине, — калама ҫук курайманлӑхпа пӑхса ҫаврӑннӑ… Тен, кам та пулин пӗлтернӗ те пуль вӑл Бойчо пиччӗш ҫырӑвӗпе пынине… «Мӗн тумалла пулать ӗнтӗ халь?» — тесе шухӑшларӗ хӗрача. — Ну, апла паянах ӗҫлеме пуҫлатӑр, — хушрӗ те хуҫа, сӗтел хыҫӗнче хӑйпе юнашар тӑракан хӗр енне ҫавӑрӑнса:— Зина, ҫак ачана чашӑк-тирӗксем ҫӑвакан пӳлӗме илсе кайса, Фроськӑна кала, ӑна Гришка вырӑнне ӗҫе илтӗр, — тесе хушрӗ. Ӑна — кӑкӑр кирлӗ-ҫке? Пӗрре, хӗллехи кун, ухӑ тата ухӑ йӗпписем илтӗм те бизонсем тытма сунара тухрӑм пек. «Ай!» кӑшкӑрса ячӗ Оксана, алӑк урлӑ каҫса тимӗрҫе курсанах, тӗлӗннипе те савӑннипе, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Аслати кӗмсӗртетсе иртсе кайнине аса илет, тем сарлакӑш тӳпен анлӑшӗ тухса тӑрать ун умне… Санин ача ҫине пӑхрӗ… Эпир ку йытӑсене илсе ҫитерсен, вӗсем повстанецсене пӗр минутрах касса тӑкаҫҫӗ. — Ан-ха, Санька! — терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтрах, лайӑххӑн пӑхсан, этемрен нумай та ыйтмаҫҫӗ: ӗҫе ун хӑйӗн вӑйӗ тӑрӑх суйласа илмелле тата тытӑннӑ ӗҫе епле те пулсан лайӑхрах тума тӑрӑшмалла… Пынӑ ҫынсене тем пысӑкӑш йытӑ тапӑнчӗ, юрать-ха, вӑл Иван Остена палласа илчӗ те ачашланма тытӑнчӗ. — Ҫаплах ара. Кольхаун хыпаланма пуҫларӗ. — Мӗн чул тӳлетӗр? — ыйтрӗ вӑл. — Эй, хуҫа, уҫ алӑкна! — кӑшкӑрчӗ тӗрӗкле такам. — Вӗсене шеллеме ҫӑмӑл, ҫав тери тӗлӗнмелле ачасем пур! Вӑл ӗнтӗ тинӗс ҫинчен ҫилпе сирпӗнекен шыв тумламӗсемпе пуҫӗнчен пуҫласа урисене ҫитичченех йӗпеннӗ. Унӑн сӑмахӗ Артамонова хавхалантарать те, тӗлӗнтерет те; хӗрарӑмӑн тулли те ҫемҫе кӑкӑрӗсене сӑтӑркаласа, вӑл хуллен мӑкӑртатать: — Ав епле иккен тата вӑл, эпӗ ӑна пӗлмен те. — Пӗчӗк хыпарсенчен пуҫлӑпӑр… — Мӗн кирлӗ сана? — илтӗнчӗ сасӑ тепӗр пӳлӗмрен. Питӗ лайӑх ӑнланчӗ вӑл мана. Икӗ эрне те иртмерӗ вӗт-ха, ҫапла мар-и? Ӑнлансамӑрччӗ эсир, савнӑ Ромочка, мана общество, пысӑк, чӑн-чӑн общество, ҫутлӑх, музыка, пуҫтах, ҫепӗҫ те хӳхӗм йӑпӑнчӑклӑх, ӑслӑн калаҫакансем кирлӗ. Повӑр ҫиленет, тӗтӗмпе сывласа мӑкӑртатать: — Эпӗ пӗлетӗп-и мӗн калама юранине, мӗн юраманнине? Том Аустин патне янӑ сыру унта пулмарӗ! Пуҫне пултӑр вӗсене. Джефф Тэчер пурнакан ҫурт ҫумӗпе иртсе пынӑ чухне Том садра пӗр темӗнлӗ ҫӗнӗ хӗрачана курах кайрӗ. Хӗрачи кӑвак куҫлӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ, хитре. Ҫӳҫне икӗ вӑрӑм ҫивӗт туса ҫивӗтлесе янӑ вӑл, ҫине ҫуллахи шурӑ кӗпе те тӗрленӗ йӗм тӑхӑннӑ. Штаб начальникӗн сасси ҫӗтсе ларнӑ та, халӗ вӑл темле ҫинҫен кӑна хӑйӑлтатнӑ. Ун пек апат ҫиме тухманни унӑн эпӗ астӑвасса та пулман. Ҫур сехет иртсен, служанка Анна Сергеевнӑна Базаровран ҫыру пырса пачӗ. Назанский ӑна чарса тӑрас темерӗ. Анчах та петицисемпе ҫеҫ эпир нумай тӑвас ҫук пек туйӑнать мана. Йӗри-тавра ахӑлтатса ячӗҫ. Министр пажӗсемпе тарҫисем тата швейцарӗсем, хӑйсен господинӗсем пек хӑтланса, юлашкинчен министрсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем министрсен тӗп искусствине: сӗмсӗрленме, суйма, ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрма вӗренсе ҫитеҫҫӗ. Пире пурте кирлӗ мара калаҫатӑр терӗҫ, анчах вӗсенчен пӗри те эсир каланӑ сӑмахран ӑслӑраххине каламарӗҫ. Хӑть те мӗн пултӑр, эпӗ чӗлхе вӗҫне ҫеҫ йӗпетсе илетӗп. — Мӗншӗн? Куҫӗсем унӑн ҫав тери пысӑкланса кайнӑ, тӗксӗмленнӗ. Пӳлӗмре чӳречесем уҫӑ, аялтан кӳкӗртлӗ ҫӑлкуҫӗсен шӑрши ҫилпе варкӑшса килет. Музыкант алли айӗнчен, тахҫан ӗлӗкхилле, каллех йынӑшу сасси тапса тухрӗ. — Илтетӗр-и, мӗн калать Паганель! — терӗ Элен, Мэри Грант ҫине пӑхса. — Паллах ӗнтӗ! — ун сӑмахне ҫирӗплетме васканӑ Серафим. Хӗвел ансан ҫӗр питне сӗмлӗх хупласа илтӗр ҫеҫ, кӑнтӑрлахи тунсӑх самантрах манӑҫа тухать, пуриншӗн те пурне те каҫарнӑ эсӗ, ҫеҫенхир сарлака кӑкӑрпа ҫӑмӑллӑн сывлать. Тепӗр уринчи атти кӗҫ-вӗҫ саланса каяс пек тӑрать. — Киле каймашкӑн та вӑхӑт! — терӗ капитан. Хӗвеллӗ, янкӑр уяр кун. — Вӑл чӑнах та ҫапла, анчах халӗ унтан кайма май килмест. — Ҫук. Тӳррипе каласан, эпӗ шухашӑма йӑпатасшӑн кӑна тытӑнтӑм ҫав ӗҫе. — Ҫук, пӗрле, Андрюша! Тинӗс тӗпӗ ытла та сӗвек пулнӑ пирки, ман ҫыран хӗрне тухиччен пӗр миля яхӑн шывра ашса утмалла пулчӗ. Вӑхӑт каҫ еннелле сакӑр сехете яхӑн пурччӗ пулӗ. — Эсир тата, мсьё Базаров? Вӑл хӑвӑрттӑн пуҫне ҫӗклерӗ, ҫаврӑнчӗ те хӑранипе хытса кайрӗ: Инсаров, юр пекех, тӗлӗкре курнӑ юр пек шап-шурӑскер, диван ҫинчен ҫурри таран ҫӗкленнӗ, пысӑк, ҫутӑ, хӑрушӑ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхать. Хӑй гамакне ҫакнӑ чухне мустангер ӑна пытарсарах ҫакма тӑрӑшман. Пӑлтӑртан темиҫе казак сиксе тухнӑ та тӳсеймен: юрӑ вӗҫне тата Ерошка мучи пенӗ пӑшал сассине ӗнерсе, шӑхӑрса ихлетсе тӑраҫҫӗ. Зурин кула-кула: «Ҫук, ырра мар ку! Вӑрманалла илсе килекен ҫулсем, хӑвӑрах куртӑр ӗнтӗ, питӗ начар, вӑрманӗнче, шалта, тата япӑхрах. — Хӑнасем килеҫҫӗ! — пӑшӑлтатрӑм эпӗ пӑлханса. Дик Сэнд вара хӑйӗн Джек тусне шӑп та шай каучук йывӑҫне кӑтартма пулнӑччӗ. Эпӗ ҫав пин доллара илетӗпех, ҫулталӑкӗпех ҫӳремелле пулсан та! Хӑть те мӗнле пултӑр та, анчах ӗҫе тумаллах. Пичӗ унӑн усал та ҫилӗллӗ пулнӑ, питҫӑмартине вӑл тутӑрпа туртса ҫыхнӑ. Мундирӗ ҫинче унӑн сакӑр тӳме, тӑххӑрмӗш тӳми икӗ ҫул ӗлӗкрех, ҫӗнӗ чиркӳ уҫнӑ чухнехи уяврах, татӑлса ҫухалнӑ та десятскисем вара ҫавна ҫак таранччен те тупайман; квартальнӑй надзирательсем рапорт панӑ чухне городничий халь те кулленех ҫав тӳме тупӑнмарӗ-и, тесе ыйтса пӗлет. Хайхи леш япалана тытрӑм та, йӗкехӳре пуҫне кӑтартсанах, ун ҫине тӗллесе вӑркӑнтартӑм — енчен йӗкехӳри вырӑнта ларнӑ пулсан, пӗтнӗ пуҫӗ ҫавӑнтаччӗ. Анчах унта халлӗхе пирӗн дивизин урах полкӗсем юлчӗҫ. — Ӑҫтан чухлама пултаратӑн-ха эс ӑна, ачам? — тепӗр хут ыйтрӗ амӑшӗ иккӗленӳллӗ сасӑпа. Паллах ӗнтӗ, ҫулҫӳревҫӗсем ҫапла ӑнсӑртран пулас хӑрушлӑхран асӑрханса пырса пӗрре те ӑссӑр хӑтланмаҫҫӗ. Хӑвна хӑв сыхламасӑр тата тимсӗр тыткалани хаклӑ хакпа хакланма пултарать. Ах, шуйттан, мӗнле пурӑнкалӑн-ши эсӗ?.. Вӑл ҫак сӑмахсене калама та ӗлкӗреймерӗ, унӑн ҫӑварӗнчен сасартӑк хӑраса ӳкнипе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Кӗтмен ҫӗртен хӑрушлӑх килсе тухнӑ пек, вӑл лашине тӑрук чарса лартрӗ. Кайрӑмӑр. (О, Панталеоне, Панталеоне, ӑҫта эсӗ? — Старший лейтенант пичче… — хӑюсӑррӑн ыйтрӗ вӑл, пур шӑнӑрӗсене хытарса. — Пичче, сирӗн урасем мӗнле — чӑн-чӑн урасемех-и, е йывӑҫран тунӑскерсем-и? Пӗр минута малтантарах ҫеҫ, хӳшше кӗрсе пӑхсан, вӑл унта ҫав хӗрарӑма курнӑ, хӗрарӑмӗ хӑйне хӑй пӳрт хуҫи пек тыткаланӑ пулмалла. Анчах асту — вӗҫертетӗн Тимофея, унтан вӑл таҫта та тарса кайӗ, вара ӑна ӗмӗрне те шыраса тупаймӑпӑр. — Чикмек ҫук! Вӑл, персе амантнӑ хурчка пек, йӑлтах юнпа пӗвеннӗскер (унӑн сылтӑм куҫӗ айӗнчен юн юхрӗ), шурса тата тӗксӗмленсе ларнӑскер, шӑлӗсене ҫыртса тата ҫиленнӗ пысӑк куҫӗсене чарса пур еннелле те пӑхкаласа, татах та хӳтӗленме хатӗрленсе кинжалне тытса кукленсе ларчӗ. Каллех ура сасси илтӗнет. — Ара ҫав, суккӑр. Сывлӑш хумӗсем кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен сехетре тӑхӑрвунӑ миля хӑвӑртлӑхпа куҫрӗҫ. — Уҫӑ тата, — хушса хунӑ Фома. — Пуҫтарӑнӑр, пуҫтарӑнӑр часрах, — терӗ вӑл, алӑран тытсах тенкел ҫинчен тӑма илӗртсе. Кирек те мӗнле ҫӳре те, ҫӑваран инҫе каяймӑн. Пӗтӗмӗшпе илсен, Козельцов, хӑй лайӑх офицер тата чӑн-чӑн фронтовик пулнӑ май, штабри офицерсене юратман, вӗсем ҫине вӑл тарӑхса пурӑннӑ. Князь хӑраса ӳкмерӗ, ҫул ҫине илсе ҫӳремелли пистолетне кӗсьерен кӑларчӗ те, маскӑллӑ хураха тӗллесе печӗ. «Начар!» тесе шухӑшларӑм эпӗ. Амӑшӗ ун умӗнче урайӗнче ларчӗ, хӗр вара пуҫне тайса, шухӑша кайса хуллен кулчӗ. Ҫакна илтсен Рудольф Митман обер-лейтенант тӗлӗнсе хытсах кайнӑ. Вӑл кивӗ конверт туртса кӑларчӗ те Лосьӑн адресне ҫырса хучӗ. Ҫураҫнӑ хӗрӳ кӗтет сана. — Авӑра пырса лекрӗм, — ҫав-ҫавах салхуллӑн ӑнлантарса пачӗ Андрей. Мӗнре пулаҫҫӗ-ха ҫак улшӑнусем? Фома, хӑйӗн ҫулӗ ҫинче темӗнле чӑрмав тӗл пулнӑ пекех сасартӑк чарӑннӑ. Сывӑ пултӑр ирӗклӗ сӑмах, сывӑ пултӑр амӑшӗн чӗри! Ирландирен адвокат килни пирки фортра тата сеттльментре темӗн чул халап ҫӳренӗ. Вӗсенчен хӑшпӗрисем пӗри ҫирӗмшер доллар тӑраҫҫӗ. Вӑл кӗркуннехи юр пекех ӗнтӗ, пылчӑк ҫине ҫурӗ те — ирӗлчӗ пӗтрӗ. Павел, юлташӗсем хӑй патнелле ҫавнашкал туртӑннипе кӑштах именсе, амӑшӗ ларнӑ ҫӗрелле пӑхрӗ те унран:«Ҫапла-и?» — тесе ыйтнӑ пек пулса, пуҫӗпе сулчӗ. Хӑв ӑҫта пулнӑ? Пӗлместӗн-и?! — Эпӗ, паллах, ыттисемпе каятӑп. Эсӗ куҫ анатомине лайӑхрах вӗрен-ха: ӑҫтан тухма пултартӑр унта, эсӗ каланӑ пек, тӗлӗнмелле пӑхасси? Тараспа Янкель ҫакӑн пек илемлӗ сӑмахсемпе паракан приказа малалла илтеймерӗҫ. Инҫет унӑн хӑлхинче шӑпланса-сӳнсех пыракан юрӑ пек илтӗннӗ; хӑйӗн кӗрлевӗпе пӗтӗм тавралӑха тултарса, ҫиллессӗн кӗмсӗртетсе пӗлӗтсем хыҫне пытанакан ҫуркуннехи аслати тӳпе тӑрӑх кӗрлесе-ҫӗмӗрсе кайсан, суккӑр ача ҫав сасса темӗнле хисеплесе-хӑраса итленӗ те, чӗри сарӑлса кайнӑн туйнӑ, пуҫӗнче вара тӳпе айӗнчи анлӑхӑн улӑпла сарлака тӗнчи ҫуралса тӑнӑ. Гаврила чӗнмерӗ, ишрӗ те ишрӗ, йывӑррӑн сывласа, ҫаплах пӗрре улӑхакан, тепре анакан вутлӑ хӗҫ еннелле куҫне чалӑштарса пӑхса пычӗ. Пруссирен, Варшава таврашӗнчен килнӗ мазурсем, Силези ҫыннисем, Познаньпе Галици эмигранчӗсем, Августов таврашӗнчи литовецсем, Чикагопа ытти хуласенчи фабрикӑсенче ӗҫленӗ хушӑрах ялти пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлаканскерсем, хӑйсене тӗтӗмпе шӑршланса, хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ хуларан тухса кайма паракан майпа ҫавӑнтах усӑ курнӑ, плугпа е пуртӑ тытса ӗҫлес шанчӑкпа, Арканзасӑн анлӑ хирӗсемпе вӑрманӗсене туха-туха кайнӑ. Халӗ вӗсем нимӗн курӑнми, чӗмсӗр сӗм тӗттӗмлӗхре пыраҫҫӗ. Тен, ӑна пирӗн чакаласа лартма та май килетчӗ пулӗ, — анчах та юра кӗреҫепе хускататӑн кӑна, ҫил ӑна вӗҫтерсе те каять. Ун умӗнче пӗчӗкрех катка, катка ҫинче пӗр чашӑк ҫӑмах яшки. Ӑнлантӑн-и? Чӑтма ҫук хӑрушла-мӗн кунта! Эпӗ Пью господин ҫине таптанӑшӑн та хавас. Эпӗ унпа пӗрле «Адмирал Бенбоу» трактира таврӑнтӑм. Вӑрӑ-хурахсем унта мӗнле ҫӗмӗрсе хӑварни ҫинчен каласа кӑтартма та йывӑр. — Эсир мана ҫакна каласа пӗлтерессишӗн пурне те пӳлӗмрен тухма хушрӑр-и? Ҫакӑ ӗнтӗ уншӑн ҫарти ҫирӗп те пур енчен те тӗрӗс дисциплинӑн никӗсӗ пулса тӑнӑ. Анчах ҫывӑхри карап ҫинче врач пулнӑ иккен, вара, пӑхса тӑракансем эпӗ вилменнине курса, ӑна чӗнме янӑ. — Гайнан, тӑхӑнмаллисем! Хӑшпӗр чухне, пӳлӗмӗнче кресло ҫинче пӗчченех ларса, вӑл сасартӑк кулма пикенет, унтан куҫҫуль кӑлармасӑр ӗсӗклеме пуҫлать, шӑнӑр туртнӑ евӗр хутлана-хутлана илет, урса кайнӑ ҫын сассипе тӑрлавсӑр е тискер сӑмахсем кӑшкӑрать. — Кукамай, илемлӗрех тӑвам-ха, — тесе йӑлӑнчӗ вӑл Нина Капитоновнӑна. Чӗри те шӑмӑланнӑ. — Чимӗр-ха, Кандов господин, — ӑна хирӗҫ тӑчӗ Недкович, — сирӗн шухӑшӑра хисеплетӗп-ха эпӗ, анчах кунта вӗсем вырнаҫсах каймаҫҫӗ. — Улталамастӑн-и? Ну, каҫар мана, киле каятӑп, арӑм сывӑ мар… — Пурпӗрех! — тесе хыттӑн пӳлсе илчӗ ӑна Кара-Тете. Палубӑри пассажирсем, матроссем, пур ҫынсем те чун ҫинчен пит нумай тата час-часах калаҫатчӗҫ, ҫӗр ҫинчен, ӗҫ ҫинчен, ҫӑкӑр ҫинчен те хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнӑ пекехчӗ. — Ӗнтӗ, мӗскер калас, туррӑнне — турра патӑмӑр пулать, халӗ эппин, кӑмӑл тусамӑрччӗ: музыкантсем патшанне — патшана паччӑр! — Ан чӑрмантарӑр, ан ӳлӗр! «Катяна та шел!» — пӑшӑлтатрӗ Аркадий минтер ӑшнелле, ун ҫине ӗнтӗ куҫҫуль тумламӗ те тумлама ӗлкӗрчӗ… Ҫынсене эпир социализм туса ҫитерсен тин упрама пултаратпӑр пулмалла. — Вӑл тӗрӗс. Эпӗ ӗнтӗ карчӑк кӑна… Пӳлӗмре Пӑван хӑйӗн тискер мӗлкине хӑварнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна. Эсӗ ҫавна вара мӗн хакпа сутнӑ пулӑттӑн? Унтан вӑл хӑйӗн чечекӗ ҫинчен астуса илнӗ: ӑна, шанса лӳчӗркеннӗскере, пиншакӗ айӗнчен туртса кӑларса пӑхнӑ, ҫакӑ вара унӑн тутлӑ хуйхине тата хытӑрах хускатса янӑ. Ҫавӑнпа тавлашу чарӑнчӗ. — Мӗнле хуйхӑпа? — ыйтрӗ вӑл тӗлӗнсе. Ачасем Мердевенджиев патӗнчен вӗренсе таврӑнатчӗҫ. Вӗсем икшерӗн тӑрса колоннӑпа пыраҫҫӗ. Дворнике курас мар, унпа калаҫас мар тесе, хуҫа садӑн тепӗр кӗтессинелле, мунча патнелле кайрӗ; мунча алӑкне хупман пулнӑ. Вӑл Аринӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, — ӑна Арина хӑй те пӗлнӗ, анчах та нимӗн чухлӗ те именсе тӑман… Мересьев диванӗ ҫинчен тикӗссӗн сывлани илтӗнчӗ. Ҫӳлӗ хыр туни патӗнче этем скелечӗ выртать. Явӑнса ӳсекен курӑксем ӑна ҫӑра чӗнтӗр пек хупласа илнӗ, вакӑ шӑмӑсенчен хӑш-пӗрисене вырӑнтан хускатнӑ. Ун ҫинче хӑшпӗр вырӑнта ҫӗрнӗ тумтир юлашкисем тӑрса юлнӑ. Анчах тӑхтӑр-ха, — терӗ вӑл, пӗр минут хушши пек шухӑшласа тӑрсан, — манӑн тата тепӗр сӗнӳ пур: ман лассо йӗрӗпе ҫул тытса пырӑр. Николай Петроавич ӑна пӑхса юлчӗ те, аптранипе, тенкел ҫине кайса ларчӗ. Павел кунӗ-ҫӗрӗпе Чекара ӗҫлет, тӗрлӗ хушнӑ ӗҫсене туса пырать. — Йывӑҫ патне эпӗ аҫӑр ӳтне тӑратса хума хушӑп. — Ҫук, эпӗ шарлас ҫук… анчах йӗрке мар ку! — Часрах! — васкатрӗ амӑшӗ, масар картинчи пӗчӗк калитке патнелле хӑвӑрт утса. — Костька ӗҫӗ вӑл — сигнал, тӗп сӑлтавӗ кунта унра мар. Туршӑн та! Пыра киле вӑл пиртен пӑшалпа пемелӗх хушӑра кӑна тӑрса юлчӗ; лаши ывӑнса ҫитнеччӗ-ши Казбичӑн, те пирӗннинчен начартарахчӗ вара, анчах вӑл хуҫи мӗнле хистесен те питех васкасшӑн пулмарӗ. Полковник приказне илтсенех тарҫӑсем лавсем патне чупса пычӗҫ, тӗреклӗ пӑявсене икӗ ҫивӗчлӗ хӗҫӗсемпе касса татрӗҫ те, хулӑм вӑкӑр тирӗсемпе лаша ҫивиттийӗсене сӳсе илсе баклагӑсемпе пичкесене антарма пуҫларӗҫ. — Акӑ тамаша! — тет Павлуш, — епле ӳсӗрме тытӑннӑ-ха вӑл тата? Кимӗ ухӑ йӗппи пек вӑркӑнса пычӗ. Пӗрисем мана эп хам чӑннипех мӗнлинчен усалрах, теприсем — лайӑхрах тесе шутлӗҫ… — Даша инке, эпӗ ӗнер ытлашшипех ҫирӗм! — Ҫанталӑк тӗлӗшпе сирӗн ӗҫ ӑнӑҫнӑ! — ахӑлтатса ячӗ майор, лесовод хӗрхенсе илчӗ: — Шторм иртиччен тӑхтамаллаччӗ, тепӗр рейспа питӗ лайӑх ҫитеттӗрччӗ. Пирӗн вӑхӑтшӑн унӑн ячӗ манӑҫа юлнӑ. Анчах мӗнле пӗлнӗ-ха вӗсем?» — шухӑшлать Павел. — А-а-ай! — каялла чакса, йынӑшса илчӗ салтак. Эпир ялӑн ҫырмасемпе хӳтӗленнӗ вырӑнӗсем патне ҫитрӗмӗр. Хырасса начар хырчӗ, нумайччен хырса хӑтланчӗ. Пӑлханакан ҫӗршывӑн пӗр ӳт-пӳ, пӗр ӑшчик пулнӑ пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен Бретань ҫӗршывӗнче ӑҫта та пулин хускалсан, вӑл вара мӗнпур таврана паллӑ пулса тӑнӑ, хыпар пӗр самантрах пур ҫӗре, те сарӑлнӑ. «Пулӗ те, — шухӑшларӑм эпӗ, — ҫавӑншӑн юратнӑ та эсӗ мана; савӑнӑҫ манӑҫать ҫав, хуйхӑ-суйхӑ пек мар…» Каласа пама-и? Ҫапла ӗнтӗ эпӗ кунта пилӗк сехетре е улттӑмӗш ҫурринче килӗп. Эсир ҫав вӑхӑтра М-мартиние шыраса тупӑр та, пурин ҫинчен те каласа парӑр. — Эпӗ хам асӑрханмасӑр, алла темрен лектерсе, тирне шӑйӑрса пӑрахрӑм пулмалла. Вӑл агава патне упаленсе пынӑ, ҫулҫӑ вӗҫӗнче курӑнса ларакан пӗр вӑрӑм йӗппине хуҫса илнӗ, ӑна пӗр койотӑн юнӗ ӑшне чикнӗ те ҫырма пуҫланӑ. Вӑл мана — эпӗ ӑслӑ йӗкӗт пулни ҫинчен, манӑн ку ҫулпа кайма кирлӗ марри ҫинчен, ун вырӑнне… Андрей калаҫма чарӑнчӗ, сулахай аллипе питне шӑлса типӗтрӗ те, ун типнӗ куҫӗсем ялкӑшса илчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫынсене кунта йывӑр та кичем пулнӑ, виноградниксене чавса купаласси ҫинчен калаҫмалли те пулман, мӗншӗн тесен ҫак ялти ҫынсенчен нумайӑшне сивчир чӗтретет, ревматизм ҫӗмӗрет, ҫӗнӗ пурнӑҫри тӗрлӗ майсӑрлӑхсене шутласа та тухма ҫук. Княжна чӳрече умӗнче пуҫне усса ларатчӗ; мана курчӗ те сиксе тӑчӗ. — Усрӑп, капитан юлташ. Эпӗ темскер хӑрушӑрах япала ҫинчен пӗлтереҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ. — Акӑ Митя та тепӗр ҫын аллине нимпе те каймасть. Никита ӑҫта та пулин кайсан, тискер кайӑк, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, сывлӑша шӑршланӑ, картиш тӑрӑх тулхӑрса чупнӑ, кантура, хӑйне ачашшӑн пӑхса пурӑнакан ҫын пӳлӗмне, ҫӗмӗрсе кӗресшӗн пулнӑ, темиҫе хутчен чӳрече кантӑкӗсене ҫӗмӗрнӗ, рамӑсене ватнӑ. Эпӗ ӑна ачаранпах пӗлетӗп, эп астӑвасса вӑл пӗрмаях ҫапла шӑртлӑ. Анчах хытӑрах ыратма мар, ыратасси часах лӑпланчӗ те хуллен-хулленех йӑлтах пӗтсе ларчӗ. Парижра 300 хут кӑтартнӑ! Сехет йӗппи каллех тепӗр хут ҫаврӑнса ҫитрӗ — хӗлле, ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул. Ирхине. Эсир курссенче вӗреннӗ, сире лайӑхрах курӑнать. Пайтах ӗҫрӗмӗр ҫав каҫхине, куркасене кам ячӗшӗн ҫӗкленине каламӑп та, хам асӑннӑ журналистсем ҫав «виҫӗ сысна ҫури» ҫинчен хаҫатсенче те ҫырса пӗлтерчӗҫ. — Акӑ эпир кунта. Мана Валек, Кострома тата темле каччӑсем ӑсатаҫҫӗ. Петр хӑйӗн шӑллӗпе тата темле куҫлӑхла чее старикпе пӗрле Попова именине, унӑн япалисене хаклама кайма килӗшмерӗ, анчах Алексей япаласене саклата илни ҫинчен ӗнентерекен хут йӗркелесе таврӑнсан, вӑл ӑна:— Сут мана саклат хутне, — терӗ. Мюльредине шӑпа тухрӗ. Сайра-хутра аякра, Днепр ҫыранӗсем тӑрӑх тӑсӑлакан вӑрман курӑнкалать. — Ун патӗнче икӗ ҫул ӗҫлесен, авлантӑм, ун хӗрне илтӗм… — хӑйӑлтӑк сасӑпа каласа кӑтартнӑ Тарас Маякин. Кидар чатӑрӗсем пекех, Соломон храмӗнчи каркӑҫсем пекех хӳхӗм эсӗ! Король тарӑхса кайрӗ: — Итлӗр-ха, ырӑ ҫыннӑм, кама тӗксе калаҫатӑр эсир? — Тата апатланмалла пулать, — тесе хушса хучӗ майор. Кӗпертен анатарахра беженецсем: каҫаҫҫӗ; мӗнле май килнӗ ҫапла каҫакан ҫынсем хушшинче лашасемпе ӗнесем те пур. Вӗсем пуҫӗсене ҫӗклесе, тулхӑрса та ӗнерсе, ишсе пыраҫҫӗ, мӗнпур вӑйне пухса шыв юххипе кӗрешеҫҫӗ. — Эсӗ хӑв вилнӗ-им? — тӗртсе илчӗ Дегтярев. «Пӗччен пӗтем, — шухӑшласа илнӗ вӑл, — вара ӗҫӗ те пӗтӗ! — Вӑл, кула-кула, икӗ аллине сулчӗ те: «Мура кайтӑр ҫав хӗстернӗ сывлӑш!» — тесе хучӗ тепӗр хут. Калаҫассине, паллах, кирлӗ пулнипе ҫеҫ калаҫнӑ, мӗншӗн тесен арлӑхсем пӗр-пӗринпе сӗмсӗрӗн хутшӑнни ытла та час-часах пирӗн кус умне пулатчӗ, пире ытла та кӳрентеретчӗ. Виҫӗ кун иртсенех ӗнтӗ ун ҫинчен калаҫма пӑрахаҫҫӗ, эрнерен вара асӑнмаҫҫӗ те. Лиза Тоньӑн чӗри шиклӗн пӗрӗнсе ларнине те, унӑн илемлӗ куҫхаршисем мӗншӗн кӑрт-карт турткаланнине те пӗлмерӗ. Ун ҫине пӑхнӑ май, тем хытӑ ыратнӑ чухнехи пек, пит-куҫне пӗркелесе, Разметнов шухӑшларӗ: «Ав епле сӑхса илнӗ ӑна Лушка! Лашасем утма пуҫларӗҫ. Сурса хурап эпӗ ун ҫине! Тата тепӗр самантран, тем пысӑкӑш залри асамлӑ вӑя парӑннӑ ушкӑн ҫийӗн, тыткӑна илекен суккӑрсен юрри кӑна илтӗнсе тӑрать: — Суккӑрсене памӑр-ши… — Унӑн тӑван ҫӗршывне, Болгарие… Пуҫа иккӗлле шухӑшласси пырса кӗчӗ. Тыткӑна илчӗҫ сана. Сирӗн ирӗклӗх — сутӑнчӑк ирӗклӗх. Вӗсем, тӑванӑм, ҫиеҫҫӗ-ӗҫеҫҫӗ те тӗрлӗ хулӑсем тӑрӑх ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫӗ ҫӑмӑл, райри пек темелле. — Атя-ха, Антипушка, тула тухар, туртса ярар, — сӗрчӗ Ҫӑрттан, пухупа тӑруках интересленме пӑрахса. Мӗнрен ырӑ-ха вӗсем? Халӗ кӑна пулнӑ ҫилли унӑн йӑлтах иртсе кайрӗ. Нумаях пулмасть хуларан вуникӗ миля тӑварах ӑна шывран туртса кӑларнӑ пулать — кун ҫинчен эпӗ ҫынсенчен илтрӗм. Эпӗ хам шутлама ӗлкӗрнисене илетӗп, — терӗ вӑл, ура ҫине сиксе тӑрса. Мӗнле ӗҫ пирки пуҫтарчӗҫ?». «Сывӑ пул, савнӑ Ганна!» Одинцова тӗксӗмленчӗ. Говэн аллине тӑсса тӗттӗм пӳлӗм алӑкӗ еннелле кӑтартрӗ те:— Уҫӑр, — тесе хушрӗ. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: Наталья Савишна йывӑр пурнӑҫпа пурӑннӑ, анчах Петровскинчи пысӑк та пушӑ ҫуртра, тӑванӗсемпе тусӗсем ҫук ҫӗрте, пӗччен вилесси ӑна тата та йывӑртарах пулнӑ. «Начар мар ӗҫлесе илтӗмӗр паян, кашнине — ҫирӗмшер доллар. Пӑван портрета ҫавӑркаласа пӑхнӑ чухне, Джемма ӑна ҫав тери тинкерсе сӑнарӗ, Джеммӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫав портрета пӑхнипе Пӑван сӑнӗ-пичӗ мӗнле пулнинчен килнӗ пек туйӑнчӗ. Анчах вӑхӑта сая ан яр. Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, юлашки хут тӗл пулнӑран вара мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен эпир ҫаплах калаҫаймарӑмӑр-ха. Эсир ҫӗрле тупӑк умӗнче йӗнӗ чух вӑл унта пурччӗ. — Ҫук, Павел Яковлевич, эсир ӳкӗннине ӗненетӗп эпӗ, ӗненетӗп сирӗн куҫҫулӗре те, анчах эсир ӳкӗнни хӑвӑра йӑпатнӑ пек кӑна туйӑнать мана, куҫҫулӗр те ҫавах. Тӗттӗм ӗҫпе пурӑнакан Трусов та — сӑваплӑ сӑн-питлӗ, капӑр тумланнӑ, музыкант пӳрнисем пек ҫинҫе пӳрнеллӗ ҫын — манпа аванччӗ. Анне манӑн раксене тупнӑ та пӗҫернӗ иккен. Паганель тупӑнчӗ! Унӑн сӑмахӗсенче темскер, Фома кӑмӑлӗпе хурӑнташли, пулнӑ. — Тӗрӗссипе, вӑл гангренӑпа мар, ывӑннипе вилчӗ. Ҫук, кунта ӗнтӗ нимӗҫсем килсе кӗреймӗҫ!» — шухӑшларӗ те Андрей, вара, кӗтмен ҫӗртенех, хӑйӗн чӗрине хӑвӑртрах ҫапӑҫӑва кӗрес кӑмӑл хӗссе илнине туйрӗ. Ҫав аслӑ вӗрентекенӗсемпе хӑйне темиҫе хут тӗрӗслемесӗр, вӗсенчен канаш илмесӗр нимӗн те туса пӗтермен. Художник шавлӑ калаҫусемпе тавлашусене хутшӑнман, пуристсем майлӑ та, пуристсене хирӗҫ те пулман. Амӑшӗ, ҫара пуҫӑнах, хирӗҫ чупса тухрӗ. Христина та шухӑшлать. Ҫакӑ таса ӗҫе пӑсаҫҫӗ — мӗнле-ха тата? — шухӑшлама хӑрушӑ! — Аван! — терӗ вӑл. Анчах вӑл сасӑ Зеб Стумпӑн сӑмса шӑтӑкӗсенчен тухать те, вӑл ӗнтӗ ҫывӑрса кайнӑ сунарҫӑ харлаттарни ҫеҫ пулать пулӗ, урӑх ним те пулас ҫук. Малтан ӑна юлташӗсем тытса чарасшӑн пулчӗҫ, анчах кайран, — мӗн пулин пулать, кайтӑрах, — терӗҫ пулмалла, чарса тӑмарӗҫ. Садра авалхи галопӑн хӑйӑлтатакан, селӗп, суя сасси сарӑлчӗ. Салтаксен ӗҫ темӗн чухлех. Вӗсем виле шӑтӑкӗсем алтаҫҫӗ, вилнисене пытараҫҫӗ, аманнисен суранӗсене ҫыхаҫҫӗ, баррикадӑсене сӳтеҫҫӗ, башня пусми картлашкисем ҫинчен тата пӳлӗмсенчен вилнисене йӑта-йӑта тухаҫҫӗ, ҫӗнтерӗвӗн хӑрушӑ юлашкийӗсене пӗтерес тесе, ҫапӑҫу пулнӑ вырӑнсене тирпейлеҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫапӑҫса илнӗ вырӑна вӑрҫӑри пекех хӑвӑрт йӗркене кӗртеҫҫӗ. — Ҫапла, а Ромашка итлесе тӑнӑ. Вӑл рыцарь илсе килнӗ ҫӑкӑрпа ытти ҫимеллине чӗллӗн-чӗллӗн касса хума ӗлкӗрнӗ те, ӑна ылттӑн тирӗк ҫине хурса кӗрсе хӑйӗн панни умне лартса пачӗ. Куҫсем ыратаҫҫӗ, такам вӗсем ҫине куҫ хупаххи витӗрех пӳрнесемпе пусать пек. Эп кунта килнӗ чух башибузуксен ушкӑнӗ йӗсӗм ҫырли анине анчӗ те тӳрех кунталла килчӗ… Хӗсӗрлевӗ мӗнлерех пысӑк пулнӑ, тавӑрӑвӗ те ҫавнашкалах нумай юнлӑ пулӗ. Ҫак самантра Кирила Петровича тин ҫеҫ ҫӑвӑрланӑ йытӑ ҫурисене кунтӑкпа ҫӗклесе пырса панӑ: вӑл вӗсемпе аппаланма тытӑнать, иккӗшне суйласа илсе, ыттисене шыва путарма хушать. Калас пулать, унӑн ҫавӑн пек тума сӑлтавӗ те пур, мӗншӗн тесен вӑл сӑмса айӗпе мӑкӑртатса:— Ҫук, ҫук! Наталья алӑк патнелле кайрӗ. Яков Лукичӑн шывланнӑ куҫӗ усаллӑн йӑлтӑртатса илчӗ, вара вӑл сӑмахне ҫилленнине пытармасӑр вӗҫлерӗ: — Эсир, офицер господасем, вун ҫиччӗмӗш ҫулччен хӑвӑр ҫеҫ ӑслӑ, салтаксемпе ахаль казаксем пурте ухмах тесе шутланӑ. Романенко хӑй вӑхӑтӗнче тактика вуланӑ, фронта кайсан, тӳрех штабри ӗҫе ҫакланнӑ. Ӗҫӗсем унӑн ӑнса пынӑ. Ыран ирхине килсе витсе пӗтерӗп. Пирӗн арҫынсем питӗ кӑмӑллах мар, кӑмӑлне каяс-ха тесе тӑрӑшни вара ӑслӑ хӗр-арӑмшӑн килӗшӳсӗр. Пӗрре ҫапла Павка Левчуков Мишкӑпа ҫапӑҫнӑ, ӑна уншӑн «апатсӑр» тӑратса хӑварнӑ. Эпӗ ӑна, хулхушшине хӗстерсе урама йӑтса тухрӑм та, больница крыльци умӗнчи шыв лупашкине лартрӑм. Ача васкасах урине утиял айӗнчен кӑларчӗ те пысӑк пӳрнине сӑнаса пӑхма пуҫларӗ. Огнянов ун еннелле ҫаврӑнчӗ. — Ку мӗне пӗлтерет? — тесе кӑшкӑрнӑ Пойндекстер, малалла ыткӑнса, хӗрне алӑран ярса илсе. — Вӗсемпе яра куна тӑрмашсан, икӗ ӗҫ кунӗ те кирлӗ мар тейӗн, а вӑл, кашкӑр шӑлӗ, хыткукарланать тата! Хӗрача каллех шухӑшлакаларӗ те хӑюсӑртараххӑн ҫапла каларӗ:— Вӑл, тӗрӗссипе каласан, лайӑх мар та… анчах… — Мӗн «анчах» унта? Пустуй! Ҫав хисеплӗ ҫыннӑн характерӗ кӑра иккенне шута илсен, ку ӗҫе ниепле те ӗмӗтленнӗ пек кӑларма ҫук туйӑннӑ. Вӑл пӳлӗмӗнче йывӑррӑн, анчах ҫемҫен пусса уткаласа ҫӳренӗ сасӑ шуҫӑм киличченех илтӗнсе тӑчӗ. Шыв урлӑ ишсе каҫсан, эпӗ сеттльмент патнелле кайрӑм. Кунта суд тӑваҫҫӗ, элекҫӗсене тӗрӗслеҫҫӗ тата укҫа е ытти япаласем тухмасан актсем ҫыраҫҫӗ. Ах, эпӗ ухмаха еретӗп… Эпир ҫак бухтӑра ҫырантан пӗр лигӑра якӑр ятӑмӑр та, капитан вунӑ ҫынна лайӑх хӗҫпӑшаллантарса баркаспа ӗҫмелли шыв шырама ячӗ. Шыв тупӑнсан шыв тултарма вӗсем пӗчӗкрех пичкесем илчӗҫ. — Тухатмӑш! — тетчӗ ӑна Саша куҫ хыҫӗнче. Ик хут та… виҫӗ хут… Апатланнӑ хыҫҫӑн, вӗсем виҫҫӗшӗ те ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Дрейфа кӗриччен «Пилигрим» унчченхи пекех шыв сирпӗтсе, пӑс кӑларса выртакан кит патнелле кӑштах ҫывхарчӗ. Апетитсем пирӗн кашкӑрӑнни пек кӑна та мар, унӑннинчен темиҫе хут ытларах; ку йӗркесӗр япала, эпир пӑсӑлнине пӗлтерекен япала. — Акӑ кам-кам: малтан Василий Николаич, аслӑ кассир пулать; вара Петр конторщик: Петрӑн шӑлнӗ Иван конторщик; Инҫетри горизонтра палӑракан ҫӗр тӗми таранах хир тӳпи пӗр ҫын чунӗсӗр, пуш-пушӑ тӑсӑлса выртать… Ҫавӑ халь ҫеҫ, халь ҫеҫ пулнӑ пек туйӑнать… Юнтаратӑр эсир мана, — терӗ те вӑл, тарӑхнипе, аллине ҫурӑм хыҫӗнчен кӑларчӗ, вӗсене шанӑҫсӑррӑн сулласа илчӗ. Эпӗ ӑна ҫийӗнчех ответ памарӑм: эпӗ унӑн сӑн-сӑпатӗнчен ҫав тери тӗлӗнсе кайрӑм. Географ тӗлӗнсех кайрӗ. Каменщик салхуллӑн хушса калать: — Пит те ӑслӑ, анчах ытлашшисем нумайтарах пек туйӑнать! — Техника? — Каҫарӑр мана, сеньорита. Вӑл ун аллинчен пӑшалне туртса илме пикенчӗ те пӑшал кӗпҫине кӳпчекӗнчен туртса татрӗ. Сӑмах пачӗҫ ӑна, анчах калаҫма памарӗҫ. Граждан делегачӗ енче пысӑк вӑй — республика влаҫӗсен пулӑшӑвӗ. Вӑл Париж Коммунин: «Нимӗнле хӗрхенӳ те! Нимӗнле ҫӑмӑллӑх та памалла мар!» текен хаяр приказӗпе килнӗ. Вӑл Конвент декретне илсе килнӗ. Вӑл ун чух икӗ ураллӑ, хастарлӑ, савӑнӑҫлӑ ҫынччӗ. — Мӗнле, ун пек тума юрамасть, тет-им? Председатель пӗтӗмпех пӗлме тивӗҫ, факт! Кӑштах тӑхтасан эпӗ сирӗн пата хамӑн пурнӑҫа пӑлхар халӑхӗшӗн хума пыратӑп. Мӗн вара? Пур инкек-синкекрен ҫӑлӑнса, укҫа тупнӑ, икӗ ҫул хушши ишмелӗх ӗҫме-ҫиме хатӗрленӗ, карапӗсене юсаса командине вӗрентсе ҫитернӗ. Вӑл хӑйне тивӗҫлӗ танлӑхне сиссе илнӗн туйӑнать, васкамасӑр калаҫать, вӑрах утса ҫӳрет, хӑйӗн вӑрӑм уссийӗсем айӗпе хутран-ситрен кулкаласа илет. Баррикадӑна йышӑнса илмен-ха, анчах епле пулсан та йышлисем ҫӗнтересси паллӑ ӗнтӗ. «Пилигрим» ҫинче Халл капитана, чаплӑ моряка, кӑнтӑр флотилири сӑнӑ ӑста ывӑтакансенчен пӗрне, пилӗк матроспа пӗр кӗҫӗн матросран тӑракан экипаж пӑхӑнса тӑрать. — Ну, туршӑн та… — Пожалуйста ӗнтӗ, ытларикунтан кая ан тавӑрӑн… — Анчах та санӑн ун пирки мана, ҫитменнине аннене, ӗнентерме тӑрӑшас пулмастчӗ. Вилӗм, пурнӑҫ, каялла чакни, ҫӗнтерӳ, юрату, ирӗклӗх, тӑван ҫӗршыв… Озеров блиндажӗнче тусан вӗҫме пуҫларӗ. Йӑлӑхтартӑм-им эпӗ сире? Мӗн кӗтет малашне ӑна шанса ҫула тухнӑ ҫынсене? — Полковник юлташ, калама ирӗк парӑр! — йӑрст тӑсӑлса тӑрса, сывлӑшне аран ҫавӑрса персе ячӗ пӑлханса кайнӑ лейтенант. Кӗнекесем, ав, аскӑнлӑха вӗрентеҫҫӗ, ав, вӑл, кӗнеке вулама юратаканскер, мӗн тӑвасси патне ҫитнӗ — пасара хӑй кайса килме пултараймасть, офицерсемпе ҫеҫ явӑҫса пурӑнать, кӑнтӑрлах вӗсене йышӑнать, эпӗ пӗлетӗп! Хӑш-пӗр чухне ехусен кӗтесе хӗсӗнсе ларас, ҫӗр ҫине выртса йынӑшас, ӳлесе йӗрес, хӑйсем патне пыракан кашни ехуне хӑваласа ярас йӑла пур. «Мӗнле юрӑ юрласа парам-ши сана, чиперккеҫӗм?» Шубин ун ҫине тӑрӑхларах кулса пӑхса илчӗ. Тӑлӑх юлнӑ мӗскӗн арӑм ура ҫине сиксе тӑчӗ, анчах пуҫӗнчен чукмарпа меслетсӗр хытӑ ҫапнипе вӑл ҫавӑнтах ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Базаров куҫӗсем самантлӑха тӗттӗм куҫхаршисем айӗнче йӑлтӑртатса илчӗҫ. Халь ӗнтӗ вӑл пӗртте ун пек мар. Хурлӑхпа асап кунӗсем сана, ӗлӗк ҫав тери савӑнӑҫлӑ тата ҫав тери хаваслӑскере, пуҫ ҫинченех хупласа илнӗ… Лось хӑватлӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ. — Карапа кирлӗ еннелле илсе кайма пултарӑн-и эсӗ? — Ҫук. Ун чухне вӑл шухӑш хавхалантарманччӗ-ха мана. Куратӑн-и, Джо, пират ҫыран хӗрринче пурӑннӑ чухне унӑн пурнӑҫӗ пӗччен пурӑнакан манах пурнӑҫӗнчен те лайӑхрах: нимӗнле ӗҫ те ҫук, аллусене хутлатса лармалла ҫеҫ. Пӗччен пурӑнакан манахӑн яланах турра кӗлтумалла, пӑртак ачашланкалас тесен те, ӑна апла хӑтланма юрамасть. Ун патнелле, эп шутланӑ тӑрӑх, ташлама кӑларма пӗр ҫӳлӗ ҫамрӑк ҫын пыратчӗ; вӑл хӗртен икӗ утӑмраччӗ, эпӗ вара — залӑн тепӗр вӗҫӗнчеччӗ. Анчах мганнга, королевӑна паллӑ парса — лешӗ ӑна аван ӑнланчӗ пулас, — ҫӗртен мӗскӗн амӑшне алли ҫине илчӗ те ывӑлӗпе пӗрле йӑтса кайрӗ. Наумов вара ку ҫын мӗншӗн ҫав тери пӑлханнине те, вӗҫнӗ чух унӑн сӑнӗ мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине те, унӑн хура куҫӗсенче мӗншӗн куҫҫулӗ пулнине те, вӑл мӗншӗн сывлӑшра ытларах пулма тӑрӑшнине те самантрах тавҫӑрса илчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, епле пулсан та эпӗ сирӗн майлӑ пулатӑп, — ответ пачӗ комисси председателӗ. Вӗсем ҫине тапӑнас вырӑнне «De l`amour» ятлӑ Мишле ҫырнӑ кӗнекене вулӑр-ха. Маншӑн вӗҫӗмсӗр лайӑх та тӗлӗнмелле улшӑну ӗнтӗ — пӗрне пӗри чи хӑрушӑ вӑхӑтра ҫулталӑк ҫурӑ хушши уйрӑлса пурӑннӑ хыҫҫӑн тӑван кил-йыша таврӑннӑранпа пилӗк-ултӑ сехет те иртнӗччӗ ӗнтӗ, эпӗ ҫапах та Катя хампа пӗрле иккенне ниҫтан хӑнӑхаймасӑр тӑратӑп. Акӑ тепӗр ҫирӗм-вӑтӑр ҫул иртет — эпӗ пуличченхипе ман хыҫҫӑнхи вӑхӑтӑн пӗр ҫеккунчӗ. Хуҫа сиввӗн ыйтрӗ: — Ӑҫтан илтӗн эсӗ кӗнекӳне? Хӑватлӑ юханшыв ҫывӑрса кайнӑ океан пекех тӳлек. Паян ниҫта та курӑнмасть. — Мӗн калать? Тӑшман тапӑнса кӗме хускалсанах, Иманусӑн трубапа кӑшкӑртса хӑйсен ҫыннисене систермелле, тесе калаҫса татӑлчӗҫ. Аван мар вӗт апла, — тесе пӳлчӗ Тоня унӑн сӑмахне. Пысӑк калаҫу пуҫланнӑ пулсан, кунта кулмалли ним те ҫук. Фома, хӑйӗн йӗрӗ кӳрӗшне хӑяккӑн пӑхкаласа ларса, нимӗн те чӗнмен, — Ежов ӑна кӑмӑла та кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах унтан аяккарах шӑвӑнса ларасси те килнӗ. Эпӗ нимӗн пӗлми тӗлӗрсе выртрӑм. Анчах ҫапла темиҫе ҫул иртнӗ хыҫҫӑн тӑван ҫынпа тӗл пулсан, мӗнле ӗҫ пысӑккине уйласа тӑратӑн-и вара? Иван Павлыч манран Ҫурҫӗр ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, хам ӑҫта-ӑҫта вӗҫни ҫинчен ыйтрӗ, эпӗ ытла кӗскен тавӑрса пынипе вӑл ҫаплах кӑмӑлсӑр юлчӗ. Манӑн… манӑн каймалла. Ҫапла вара, пӗр вунӑ ҫула яхӑн манӑн арӑм патӗнче пурӑнчӗ. Николай ҫула каймалла тумланнӑ, шӑлаварне атӑ кунчи ӑшне чикнӗ, кивӗ сюртукне пилӗкӗ тӗлӗнчен пиҫиххипе хыттӑн туртса ҫыхнӑ. Ҫапла каларӗ атаман, вӑл сӑмахне пӗтерсен те козак ӗҫӗсенче кӗмӗл тӗслӗ пулса шуралнӑ пуҫне ҫав-ҫавах силлекелесе тӑчӗ; ун хӗрӳ сӑмахӗ кунта тӑракансене пурне те вӑйлӑ хумхантарчӗ, вӗсене шалах, чӗре патнех витрӗ. — Анчах ҫавна мӗнле майпа пурнӑҫа кӗртессине пӗлместӗп. — Ну, халӗ кала, хӑв ӑҫта сухаланине, хӑв пусуна кӑтарт. Николай Антоныч Марья Васильевнӑна нумай ҫул хушши юратса пурӑнать иккен! Томпа ун юлташӗсемшӗн кун пек ӗҫ ҫав тери хӑрушӑ. Халӗ ӗнтӗ эсӗ, чи ҫывӑх, тӑван ҫыннӑм пулса, манпа юнашар пулаймастӑн пулсан — ҫапла пулма пултарайманнине эпӗ пите лайӑх пӗлетӗп — мана сан ҫинчен шухӑшлама та юрамасть, — хӑй тахҫан: шӑпасем пӗрре, тесе шутланӑ пек, каҫару ыйтнӑн ҫырнӑ вӑл ҫырӑвӗнче. — Ахалех ҫӑкӑр ҫимӗп, — сасӑпа калаҫсах шухӑшласа илчӗ амӑшӗ. Эсӗ Швабрина ҫакса вӗлересшӗн пулсан, куна та ҫав виселица ҫинех ҫакса вӗлер, никам та кӑмӑлсӑр ан пултӑр. Ҫапла-и, Вланг? — кулса илчӗ штабс-капитан. Ӑҫтан эсӗ капла? — тӗлӗненҫи пулать вӑл. Ку ӑна ҫапса хуҫнӑ пӗрремӗш хуйхӑ пулчӗ, ҫак хуйхӑ унӑн шанӑҫне татса хучӗ. Вӑл тӑватӑ хутчен ҫул ҫӳреме тухса кайнӑ. Чӗнӗве кӑнттам, анчах вичкӗн сӑмахсемпе ҫырнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хура халӑх ӑстӑнне хӑрушшӑн пӑлхатма пултарнӑ. Пушара лӑплантарчӗҫ, анчах ӑна, май килнӗ таран шывпа сапса тӑчӗҫ пулсан та, вӑл часах чарӑнмарӗ, вӑхӑтран вӑхӑта пысӑк ҫулӑм ҫӗкленкелесе тухать. Аркадий мана ҫавӑн пек ответлеме пултарнӑ пулӗччӗ, анчах эсир мар. Малти пӳлӗмре Андрей кукленсе ларнӑ Молчуна курчӗ. Автора арестлеҫҫӗ. — Эсир пӳлӗмрен кӑшт тухмӑр-ши? Унтан вӑл старикпе хӗре хӑйсем кунта мӗнле майпа лекни, мӗн курни ҫинчен каласа пама хушрӗ. Пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, пурте ҫавӑн пек вӗсем: ӗҫӗн усал енӗсене малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ, урӑх май ҫуккине кура, пулӑшаҫҫӗ те, канаш та параҫҫӗ, ырлаҫҫӗ те-ха ӑна, кайран вара хӑйсем ҫинчен хываҫҫӗ те ответ тытма хӑяканнинчен тарӑхса пӑрӑнаҫҫӗ. — Ну, Алексей Иванович, тыткӑнҫӑсем-и эпир е хӑнасем-и — ниҫта та кайса кӗрейместпӗр, — терӗ Лось кулкаласа, миххине хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем карап еннелле ҫул тытрӗҫ. Ҫав паллӑ пирвайхи вӑхӑтра виҫӗ пенс кӗмӗл укҫа чухлӗ пулать, вӑл тӗсне улӑштарса ҫулленех ӳссе пырать. Мӗнле ҫӳрес килет — ҫапла ҫӳре, турра кӑна ан ман… Сталин юлташ: вырӑнти условисене шута илсе ӗҫлемелле пулнӑ, тесе ҫырнӑ, ҫапла-и? Ҫемҫе ҫӑмлӑ тир хулпуҫҫипе кӑкӑра часах ӑшӑтрӗ. «Акӑ унӑн блиндажӗ! — шухӑшларӗ Лозневой. Чейник вӗрерӗ. Хайхи хӑрах куҫлӑ старик комендант пулӗ тесе, ку сӑмахпа эпӗ унӑн еннелле ҫавӑрӑнтӑм, анчах та хозяйка эпӗ малтанах калама хатӗрлесе хунӑ сӑмаха пӳлчӗ. Часах вӗсем чул ту тӑррине пырса лекрӗҫ. Юлашкинчен калас-тӑк, ку мистер Морис шӳт туни ҫеҫ пулӗ. Табу сӑрчӗ Сӑрт тӑррине ҫитме тата ҫӗр фут юлчӗ. Темле, питӗ пысӑк пек курӑнаҫҫӗ вӗсем — така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑват кӗтеслӗ ҫӗлӗкӗ айӗнчен кӑвакара пуҫланӑ вӑрӑм ҫӳҫӗ сапаланса тухнӑ Польша хресченӗпе мӑйне шӑрҫа ҫакнӑ, ҫыхса тунӑ тӗксӗм кӑвак кофта пекки тӑхӑннӑ Липинца хӗрӗ — ҫак Америка ҫӗрӗнче, Нью-Йоркра. — Тух, Цанко, лӑплан ӗнтӗ, — терӗ Дейко. Анчах, айванла тума шут тытсан, ҫамрӑксем халичченхинчен те ытларах чӗнми пулчӗҫ, пӗр-пӗрне ҫилленнӗ пекех пулчӗҫ. Мана ҫак ӗҫе тума унран та ҫӑмӑлтарахчӗ-ха, мӗншӗн тесен Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ман кун-ҫулӑмпа ҫыхӑнса тӑратчӗ, эппин ун ҫинчен пӗлни те маншӑн та, уншӑн та питӗ кирлӗ япала. Ӗнер каҫхине чӑх ури ҫинчи ҫак ҫурта вырӑнти уретник ҫитсе кӗнӗ. Унашкал ҫынсем мар! — тавӑрчӗ старик, ҫамрӑк казака витлесе. Пӗр самантра, ҫын пирус туртса яма ӗлкӗриччен, вӑл хӑйсен вӑрманти тӑван аэродромне ҫитнӗ пулӗччӗ. Ун урисене пускӑчӗсем ӑшне чиксе лартсан, эпӗ лассо татӑкӗ касса илтӗм те вилле йӗнер ҫумне ҫыхса лартрӑм. Эпӗ ыйтса пӗлесшӗн те пулмарӑм, ҫинчен тата Нина Капитоновна хӑех урӑххи ҫинчен калама пуҫларӗ… «Тӑхтӑр-ха, эпӗ сирӗнпе пуриншӗн те татӑлатӑп!» кӑшкӑрса ячӗ Шубин, унтан тӗмсем хушшине кӗрсе сигарочницине тупса тухрӗ те Зоя патне пыма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, анчах ун патне ҫывхарса та ӗлкӗреймерӗ, унӑн сигарочници каллех ҫул урлӑ вӗҫсе каҫрӗ. — Мӗн-ха капла? — тесе ыйтрӗ те вӑл, тарӑн шыв урлӑ хунӑ ҫинҫе кашта тӑрӑх утнӑ пек, килелле асӑрханса утса кайрӗ. Яхно комиссар ҫитсе тӑчӗ. Халлӗхе кай та, кулаксене асӑрханарах хӗстерсе, колхоз туса хур. — Эпӗ сире пӗр сӑмахсӑрах эрнере икӗ хут е виҫӗ хут хырнӑ пулӑттӑм, — ответлерӗ Иван Яковлевич. Мина старик пырса кӗнӗ чухне Огнянов шӑпах ҫавӑн пек кичем шухӑшсемпе тарӑхатчӗ те, старик килсе кӗнӗшӗн вӑл пит те хапӑл пулчӗ. Ҫумӑр унӑн тумтирне йӗпетнӗ; вӑл, шӑнса чӗтренӗ пек пулнине туйса, киле тӑрса утнӑ. Маншӑн, канасси вӑл, пулӑ типӗ ҫыранта тапаланса выртнипе пӗрех, тет. — Ыран, Валя, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман. Ҫакна та асӑрхаса пӑхма тивӗҫлӗ, терӗм малалла, чӗрчунсем хушшинче пыл хурчӗсемпе кӑткӑсем чи ӑслӑ тата ӑста чӗрчунсем тесе мухтанма пултараҫҫӗ. Голова хӑрах куҫне хӗстерсе пӑхрӗ те, хирӗҫ утаканнисем, писӑрпа пӗрле пыракан икӗ теҫетник пулнине курсан, тӗлӗнсе кайрӗ. Эпӗ хӑйпе паллашнӑ вӑхӑтранпа Варенька мана — кунӑн-кунӑн — пӗрре питӗ илемсӗр пек, тепре ытла илемсӗрех те мар пек туйӑнчӗ, анчах эпӗ хамран хам: юратайӑп-и эпӗ ҫав хӗре, е ҫук-и, тесе пӗр хут та ыйтмарӑм. Фома ӑна ҫакӑн пек сӑнпа малтанхи хут ҫеҫ курман, яланах вӑл ун пек чух Ежов хавалӗпе пӗрле хӑй те ерӗшсе кайнӑ. Сасартӑк тухтӑр, тӑшманӑн ытамӗнчен хӑтӑлса тухса, Вильямс тӑпри ҫинчи йывӑр хӑмана ярса тытрӗ те вӑл хӑмапа Поттера ҫав тери хыттӑн ҫапса ячӗ, лешӗ вара ҫӗр ҫинелле кайса ӳкрӗ. Ҫак тапхӑртах метис, ҫавӑнпа усӑ курса, ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрне ҫӗҫӗпе яшт чикрӗ те аври таранах кӗртсе лартрӗ. Корпусӑн тулашӗ мӗнлине тата судно шыв тӗпӗнче мӗн таран тӗреклӗ ларнине пӗлесшӗн пулса, Вильсон шыва чӑмрӗ. «Кун пек юрамасть пулсан? — шухӑшларӗ вӑл. Эртел ун хыҫӗнчен янӑравлӑ та харӑс, пӗр пысӑк кӑкӑр пек сывласа янӑ: — Э-эх, чу-укмарӑмҫӑм, ух, те! Ӳсентӑрансенчен вутӑ, торф, ҫӗр кӑмрӑкӗ пулать. Ун пек ӗҫе вӑл хӑнӑхнӑ пулмалла. — Улпут майри хушрӗ, — терӗ вӑл малалла, хулпуҫҫийӗсене хӗстерсе. — Мӗн кӑмӑлсӑр пӑхса выртатӑн? Вӗсен хура тӗслӗ тӗкӗсем симӗс те кӑвак пӑнчӑсемпе чӑпарланса курӑнаҫҫӗ. Ун йытти вучах умӗнче тир ҫинче тӑсӑлса выртать. Тин ҫеҫ куҫса килнӗ кӗпер те тахӑшӗн вилӗмсӗрлӗхӗ. — Эсӗ ӗнтӗ ытлашшипех ырӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, — тавӑрчӗ Павел Петрович: — эпӗ апла мар, ҫав пӗчӗк господасенчен, тен, кӑштах кивӗ чӗлхепе, vieilli калаҫатпӑр пулсан та, хамӑр ҫине ун пекех чӑрсӑррӑн шанса тӑмастпӑр пулсан та — хамӑр тӗрӗсрех пулнине шансах тӑратӑп… Шӑрӑх чакнӑ. Эсир хирӗҫ пырсан, сӑмах тавӑрса каламасть вӑл, итлемест те вӑл сире. Эпӗ малтанах Зинаидӑна кӳлешеттӗм, анчах ҫак самантра кӑна вӑл юратса пӑрахнине пӗлтерекен шухӑш пуҫӑмра ҫиҫсе илчӗ. «Дункан» пассажирӗсемпе унӑн капитанӗ ҫыран ҫине ҫӑп-ҫӑмӑлах тухрӗҫ. Пӗчӗк илемлӗ япаласем тӑвакан тепӗр чаплӑ ӑста слон шӑмми евӗрлӗ темле материалтан хыҫлӑ, чавсаланса лармалла икӗ кресло, икӗ сӗтел тата ман япаласене хума комод туса пачӗ. Анчах ҫав кутӑн выльӑхсене таҫта ҫитиччен хӑваласа кайма мӗн чухлӗ чӑтӑмлӑх, тӳсӗмлӗх, мӗн чухлӗ вӑй-хӑват пӗтермелле! — Эсир ӑҫта каятӑр? — кӑшкӑрса чӗнчӗ ӑна такам. Старик ҫаврӑнса пӑхрӗ. Карта леш енче хӑй пекех пысӑк пӳллӗ, хӑй пекех кӑвак ҫӳҫлӗ, хӑй сӑнлӑ, анчах унран та начар тумланнӑ ҫын тӑрать. Вӑл хӑвӑртрах та хӑвӑртрах ыткӑнчӗ, темиҫе самантран кӗрлекен, кӗмсӗртетекен тӗпсӗр вырӑнтан пӗр ҫӗр футра ҫеҫ пулчӗ. Географӑн сӑмахӗсене илтсен пурте шӑпланчӗҫ. Енчен те тӳрӗ ҫынсен ҫулӗ ҫинче Иуда тӑрать пулсан, вӗсене сутма хатӗрленет пулсан, — эпӗ ӑна пӗтерсе хумасан, хам Иуда пулатӑп! Ҫак халиччен курман йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме этемле мар вӑй хунӑ Дикпа калаҫма шутларӗ вӑл. Тепӗр кун ирхине Акулина ҫырма та вӗренесшӗн пулнӑ; малтанах ӑна кӑранташ итлемен, анчах та темиҫе минутранах вӑл сас паллисене аванах тӗрлеме тытӑннӑ. Унта хаклӑ таварсем… кала (эпӗ ятне илтсе юлаймарӑм), эпӗ текех унӑн тарҫи мар ӗнтӗ; ӗҫсем начарланса пыраҫҫӗ; вӑл мана текех кураймӗ; ытла хӑрушӑ халӗ, урӑх ҫӗре ӗҫ шырама каятӑп, ман пек пултаракан ҫынна тупаймасть вӑл урӑх. Вӗсем пурте праҫникри пек тумланнӑ пулнӑ, анчах сӑнӗсем салху та хаяртарах пулнӑ. — Тен, эс, тусӑм, тиркешӗн, тен, манран эс йӗрӗнӗн? — тепӗр хут каларӗ вӑл халь анчах юрланӑ юррӑн сӑмахӗсене, унтан Марьянка еннелле ҫаврӑнса тата тепӗр хут: манран йӗрӗнетӗн-и? — терӗ вӑл ҫилессӗн. Катя кая юлса ҫитрӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна тепӗр хут телефонпа чӗнме те шутланӑччӗ. Извозчиксемпе месниксем, чи усал сӑмахсене суйласа илсе, пӗр-пӗринпе ятлаҫнӑ омнибус кондукторӗсем, хӑйсене чарса тӑраканни Крэнкбиль пулӗ тесе, ӑна «шӑршлӑ порей» тесе ятлаҫнӑ. Ну, тур пулӑшрӗ, енчӗке те тупрӑм, халӗ кайма та юрать… Линдалино хули пӑлханни ҫинчен король сакӑр уйӑхран тин пӗлнӗ. Анчах ахаль ҫын ӑслӑлӑхӗн илемӗ ӑна йӑлӑхтарма пуҫланӑ ӗнтӗ, ун куҫӗ умӗнче вӑл ӗлекхи пек хаклӑ пулман. — Мӗн утни пултӑр унпа, тӑрнаккайпа? — терӗ Семен Дегтярев тарӑхса, хӑйне ларма тесе тӗттӗмре чӑрӑша хыпашлакаласа. — Нуккӑ, юмӑҫ пӑхса пар мана. Мӗнле, э? «Мӗнле юрамасть? Хӑҫан та пулсан комета Ҫӗр ҫумне ҫапӑнма пултармалла пек-и? Тарас чӗри тапма чарӑнчӗ темелле. Кимӗ пит илемлӗ те ҫӑмӑл, шыв ҫине пӑрахнӑ мамӑк пӗрчи пекех туйӑнать. Ах, шухӑшсем мӗнлерех чупаҫҫӗ… — терӗ вӑл канӑҫсӑррӑн. Пӗчӗк Михин Ромашова айккинелле илсе кайрӗ. Вара эпир кайрӑмӑр. Ӑна виҫӗм кун каҫранпа никам та курман. Ҫапла шухӑшланӑ вӑхӑтра эпӗ кӗнеке вулакан Варенька ҫине тинкерсе пӑхрӑм; эпӗ ӑна магнитлатӑп, кӗҫех вӑл ман ҫине пӑхса илӗ, тесе шутларӑм. Чӑнкӑ картлашкасем тӑрӑх, ансӑр хушӑксемпе пӗчӗк кӗперсем урлӑ ӑна ҫил ҫунат ертсе пырать тейӗн. — Ну, пӑхатӑп та эпӗ, кукамӑрпа эсир ҫынсене пит хавасах мар-мӗн… Эсӗ вара — йӗксӗк! Хӗрарӑм хӑйпе тан юратакана кӳрентерес тесе мӗн кӑна тумасть-ши? — Пит те тӗрӗс! — терӗ ҫар ҫынни. — Арҫынла ҫӗлетнӗ пиншакӗсемпе йӗмӗсене тӑхӑнса ҫӳрекен Венгри хӗрарӑмӗсем питӗ хытӑ тӗлӗнтерчӗҫ мана… Диарбекир керменӗнчен эпӗ хам тарса тухрӑм. Мӗнле ҫӗнӗ кӗвӗ-юрӑ илтет, ҫавсене пурне те вӑл ҫӑмӑлах астуса юлать, вара, ҫула май хӑй инструменчӗн хӗлӗхӗсене янӑратма тытӑнсанах, вӗчӗх чунлӑ Куҫма сӑн-питӗнче те кӑмӑл ҫемҫелни палӑрать. Мустангерӑн тарҫи арпаштарса, тӗллӗн-тӗллӗн пачах ӗненмелле мар каласа кӑтартни ун хуҫине сахал пулӑшать. Ҫамрӑк сӑнанӑ иккӗмӗш япала американецӑн лашипе ҫыхӑннӑ. Ҫав кӗнекесене вуланӑ хыҫҫӑн мана хамӑн сочинени калама ҫук япӑх пек туйӑнма пуҫларӗ. Эсир ӗнер ман ҫине тӗплӗх ҫителӗксӗр тесе ӳпкелешрӗр, — тӑсрӗ малалла Аркадий, лачакана кӗрсе кайнӑ ҫын хӑй кашни утӑмрах ытларан та ытларах путса пынине курнӑ ҫӗртех, часрах каҫса ӳкессе шанса малаллах васканӑ пек: — вӑл ӳпкелешӳ, тивӗҫ пулма пӑрахсан та… ҫамрӑк ҫынсем ҫине час-часах ӳкет; эпӗ хам ҫине ытларах шансан… Эпӗ алла кӗсъене чиксе перчетке кӑлартӑм, ӑна алла тӑхӑнма шутларӑм. Ҫакна асӑрханӑ хыҫҫӑн ман хуҫа — тимӗр кӑвак лаша тӗлӗнсех кайрӗ, вӑл тӗрлӗ паллӑсем туса ман малти урасене мӗн пулни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Ӗнтӗ тӗттӗмленчӗ. — Мӗнех вара? Малтан эпӗ сивӗ тара ӳкрӗм, хам ҫапах кимме пӑрахут патнелле ҫавӑртӑм. Самюэль Вернона вӗлернӗ хыҫҫӑн португалсен аллине ҫакланиччен Негоро вӑрланӑ укҫана, вӗсене илме хӑҫан та пулин таврӑнас тесе, ҫӗре чавса чикнӗ иккен. Корчагин ӗҫлесе пурӑнакан округа Развалихин пырса лекет. Ҫапла пӑхса ларнӑ май Егорушка пальтине шеллесе пӑрахрӗ, — унӑн пальтине те, ӑна хӑйне те таҫта тӗнче ҫине пӗр-пӗччен кӑларса янине аса илсен тата вӗсем ӗнтӗ пальтӑвӗпе пӗрле текех киле таврӑнаймассине ӑнлансан вара чӑтаймарӗ, ӳлесех йӗрсе ячӗ, кӑшт ҫеҫ киҫак ҫинчен ӳкмерӗ. Мӗншӗн колхоза кӗмелле-ха? — Анчах та сирӗн ун ҫинчен ҫынсене калас килмест, мӗншӗн тесен эпӗ хитре мар. Ҫапла-и? Ҫапӑҫура палӑрнӑ ҫынсене анчах ҫапла тӗрлесе пӗтереҫҫӗ. Чурасемпе ахаль ҫынсем хӑйсен ӳчӗсене ҫапла тӗрлеттерме пултараймаҫҫӗ. Павел Никонов — типшӗм ача, унӑн вӑрӑм мӑйӗ ҫинче темле ватӑ сӑнлӑ, кукшарах пуҫӗ пӗрмай унталла та кунталла пӑркаланса тӑрать, шуранка, чирлӗрех сӑнлӑ пичӗ ҫинче яланах хӑраса пӑхнӑ пек туйӑнакан кӑвак куҫӗсем сиккелеҫҫӗ. Хӑшпӗр вырӑнсен ячӗсене хура листасем ҫинӗ ҫырнисӗр пуҫне Англи, Испани тата Франци укҫисене ҫӳрекен укҫа ҫине куҫармалли таблицӑсӑр пуҫне, ку тетрадь ҫинче урӑх нимӗн те ҫук. Сӑмси шӗвӗр, тутисем туртӑнса тӑраҫҫӗ! Мана хама пусса лапчӑтса пӑрахнӑ пекех туйӑнать. Хӗрӗсем те пулнӑ-ҫке вара! Ирттерсе ярӑпӑр-ха. Ҫавӑнпа та, ҫулпуҫ масарне ҫаплипех хӑварас тесе, кратера удупӑран пӗр вӑтӑр утӑмра тума шутларӗҫ. Компас ил те, ҫул ӑҫталла пынине пӑхар. — Вӑтӑр ҫул пурӑнтӑм вӗт эпӗ унпа, — терӗ те Ольга хӑй каланинчен хӑех тӗлӗннӗ пек пулчӗ. Эй, лётчик, пӑрах эс наганна! — кӑшкӑрчӗҫ ӑна. — Ҫаплах, винтовкӑпа. — Сӑра ӗҫсе пӑхас кӑмӑлӑр пулӗ, тен? — терӗ вӑл палаткӑран. Куҫӗсем унӑн хӑвӑрттӑн мӑчлатнӑ, тутисем чӗтренӗ, вара вӑл хӗрсе кайса, ҫиллессӗн ҫухӑра-ҫухӑра илсе, намӑс та циникла сӑмахсемпе Медынскаяна хӑртма пуҫланӑ. Ун ячӗпе мухтаса каласан куҫӗ хӗн курнӑ чухнехи пек пӑха-пӑха илчӗ. Мӗн тума ҫӳретӗн… ӳсӗр ҫын ҫывӑрса илет те — урӑлать, ухмах ҫын — нихӑҫан та… хӑть ҫавна та пулсан астӑвар… хамӑра хамӑр йӑпатма… Хумсем ҫине йӑрӑмланса юхакан ҫу тинӗсе тухатнӑ пек лӑплантарчӗ, анчах тепӗр минутран вӑл тата хаяррӑнтарах тулашса кайрӗ. Мӗнле тата Маша, капитанӑн хӗрӗ?» — терӗ. Шанатӑп, санӑн вӑйлӑ помощник пулатех. Ҫав каҫ вӑл ҫӗрӗпех Ерошка мучипе хӑйӗн ҫӗнӗ хваттерӗн крыльци ҫинче ларса ирттерчӗ. Курмастӑн-им тавӑрса ҫӗленине. Ҫар ҫынни Рита аллисене вӗҫерчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Хӑҫан? — Чарӑнтӑмӑр, — терӗ пичче. — Манӑн тӗнӗл ҫук, — терӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн; — ку сире юрамасть (вӑл хӑйӗн урапи ҫине тӗллесе кӑтартрӗ), сирӗн урапӑр пысӑк пулас. Вӑл кунтан тухса каять — тата ӑҫта тухса каять-ха! шухӑшлама та хӑрушӑ! Мӗнле инҫете, мӗнле ҫӗршыва! Ягуар малтан ҫын патнелле ерипен шуса пынӑ, унтан тапса сикме хатӗрленсе, хытӑрах та хытӑрах анма пуҫланӑ. Исидорӑн мустангӗшӗн капитан хӑйӗн ҫавӑрӑнкалама пултарайман лашине кӑна мар, ҫийӗнчен темӗн чул укҫа та пама хатӗр пулнӑ. Сан пеккисем нумай-ҫке-ха вӗсем!.. — Иван Иваныч, кашни кун манӑн хамӑн йӗркисем… Енчен эпӗ болт пуҫӗ сирпӗнсе кайрӗ тенӗ пулсан та, чиперех ӗненетчӗҫ. О, чӑнах вӑл чӗрӗ пулсан! Ҫапах куҫкӗрет хӑрушлӑх умра ҫук чухне вӑл ҫакна тӑвасшӑнах пулмарӗ. 391 ҫулта ҫак паха наука библиотекине Теофил епископ хӗтӗртнипе христиансен урса кайнӑ ушкӑнӗ вут тӗртсе ҫунтарса янӑ. Мана турӑ пур енчен те кӳрентернӗ-и? Вучаха тата вут пӑрахса, пӗрне-пери ырӑ каҫ сунса, пурте пончопа пӗркенсе шӑпланчӗҫ, вара часах хӳшӗре темиҫе сас кӗвӗленсе хӑрӑлтатни илтӗнчӗ. Авантюрьерка — вӑл ман туррӑм! «Варшавӑна?» Ҫакна хирӗҫ эпӗ ӑна: «Вӗркӗчне вӗртерме кайиччен малтан эпӗ сана, хӑнчӑр куҫа, ислетсе илнӗ пулӑттӑм!» — терӗм. Ҫакӑн пек те пулкаларӗ; ирпе класс пӳлӗмӗнче вӗренсе ларатӑн, ӗҫлеме кирлине пӗлетӗн, мӗншӗн тӗсен ыран ку предметпа экзамен пулмалла, эпӗ вара унӑн икӗ ыйтӑвӗ тӑрӑх пачах вуламан-ха, анчах кантӑкран сасартӑк мӗнле те пулин шӑршӑ пырса кӗрет, — тем ҫинчен ҫав тери аса илмелле пек туйӑнса каять, алӑсем хӑйсемех кӗнекене хураҫҫӗ, урасем хӑйсемех куҫма, каллӗ-маллӗ утма пуҫлаҫҫӗ, пуҫра, такам пружина ҫине пусса машинӑна ӗҫе янӑ евӗр, ҫӑмӑл та ырӑ, унта тӗрле ула-чӑла, хаваслӑ ӗмӗтсем ытла хӑвӑрт чупа-чупа иртеҫҫӗ те, вӗсем йӑлтлатса илнине кӑна асӑрхаса юлма ӗлкӗретӗн. — Мӗн лӑпӑртататӑн? — йынӑшса илчӗ арӑмӗ. Юпа урлашки ҫине ӗнер кӑна эпир тӗпчеве тӑратнӑ хӑлхасӑр-сӑмсасӑр башкир улӑхса та ларнӑ. Вӑл аллине вӗрен тытнӑ, тепӗр самантран эпӗ сывлӑшалла туртса хӑпартнӑ мӗскӗн Иван Кузмича куртӑм. Тускуб салтаксем енне ҫаврӑнчӗ, ханкӑр еннелле туйипе тӗллесе кӑтартрӗ: — Тытӑр вӗсене. Эсӗ нимӗн те илтмен-и, мучи, э? — хушса хучӗ вӑл, пӗр сӑлтавсӑрах куҫӗсене хӗссе тата шакӑр шурӑ шӑлӗсене кӑтартса. Ҫанталӑк ӑшӑ та тӳлек, уяр тӳпе — кӑвак та тӑрӑ. — Эсир айӑплӑ мар-и? Укҫа ҫинчен аса илсенех, вӗсен сехӗрленӗвӗ самантра сирӗлсе кайрӗ. Мӗншӗн эп санпа кун ҫинчен чӑнласах калаҫатӑп-ха? Юрий яланах Наташӑпа пӗрле ҫӳрет. Ҫакна эпӗ йӑлтах ҫырана йӑтса тухрӑм та кимӗ сӑмси ҫине канма лартӑм. Давыдов тӑприн пуҫ вӗҫӗнче Варя чӗркуҫҫи ҫинче тӑратчӗ, анчах Ҫӑрттан мучи чипер ҫеҫ систерсе ӳсӗркеленине илтсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, калинккене уҫса тухрӗ те сулӑнса кайрӗ, хӑраса аллипе картаран ярса тытрӗ. Наталья кӳренни, тарӑхни уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ, — вӑл унӑн ӳт-тирӗ чӗтренинчен те, хӑйӗн кӗпине тыта-тыта чӗпӗтекен пӳрнисем сиккеленинчен те аван курӑннӑ. Хӗвеланӑҫ енче Чумандрин совхозӗ курӑнса ларать. — Эсир кунта нумайранпа службӑра тӑратӑр-и? «Ку темле путсӗр япала, — шутларӗ вӑл ҫырма пуҫланӑ ҫырӑвӗ ҫине пӑхса, сивӗнме ӗлкӗрнӗ пӳлӗмри чӗр сывлӑш ӑна хутлантарать. Унӑн аслашшӗ вилнӗ, анчах аслашшӗн шӑллӗ — Лантенак маркиз чӗрӗ, вӑл унӑн иккӗмӗш аслашшӗ пулать вӗт. Лукашка кулса ячӗ. — Эпӗ каятӑп. Эсир тен тупӑр ӑна, — терӗ Тоня, Артёмпа сывпуллашса. Эпӗ хамӑн айӑпсӑрлӑха ҫухатрӑм. Вӑл сасӑ оратор сасси пек ҫыпӑҫуллӑ та ҫемҫе, ҫепӗҫ. Аялта утса пыракан сивлек пит-куҫлӑ мучи ытлашши чӗмсӗр ҫынах та пулмарӗ иккен. Ҫавӑнта ӗнтӗ ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗн пирвайхи уйрӑмлӑхӗ. Унтан. Тен, вӑл эпӗ асӑннӑ сӑмахсем, Катя юриех каласа паманскерсем, ҫав териех хӑрушӑ пулмӗҫ тесе те шутланӑ пуль. Ман ӑc-пуҫӑма хӗвел ҫутти кӗрсе ҫутатнӑ пекех туйӑнчӗ; ҫак хӑш-пӗр йӗрсемех, мана тӗрӗс ҫул ҫине илсе тухрӗҫ; эпӗ шифрӑн тӗп йӗркине тупрӑм. Ачасем виҫҫӗшӗнче тӗпчесе пӑхрӗҫ, анчах нимӗн те тупаймарӗҫ. Юлашки канав патне чупса ҫитсен, Козельцов тӗнчене уйӑрса илми пулчӗ, вӑл кӑкӑрӗ ыратнине туйса илчӗ, банкет ҫине ларчӗ те амбразура витӗр пӑхма тытӑнчӗ. — Лозневой Костьӑна йӑл култарма хӑтланса, хулпуҫҫийӗсенчен тытса силлерӗ. Ахлата-ахлата илсе, хӑш та хаш сывласа, тем ҫинчен те шухӑшларӗҫ, юлашки ҫулсенче хӑйсем мӗнле пурӑннине аса илчӗҫ. Чӑн-чӑн художник пӗчӗк япалана та пысӑк япалана ӳкернӗ пекех чаплӑ тума пултарать; уншӑн ирсӗр япалара ирсӗрри ним те ҫук, мӗншӗн тесен ун витӗр ӑна ҫуратнӑ туррӑн таса чунӗ пӑхса тӑрать, ирсӗр япала вӑл ырӑ япалах, мӗншӗн тесен вӑл турӑ чунӗ витӗр тасалса тухнӑ. Фратю господин чӑн та юлташӗсем хушшинче ҫукчӗ. Пирӗн йытӑсем, хӑйсен йӑхне тивӗҫлӗ китаецсен евӗрлӗ йӑлапа пӗр-пӗрне шӑршласа паллашнӑ вӑхӑтра, лешӗ кӑштах шикленет пулмалла, хӳрине хӗсет, хӑлхисене вырттарать, мӗнпур кӗлеткипе питӗ хӑвӑрт пӑрӑнса, чӗркуҫҫисене кукӑртмасӑр тата шӑлӗсене йӗрсе, аяккалла сиксе ӳкет, — палламан ҫын пирӗн пата пычӗ те ҫав тери кӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ. Няньӑсене хӗрачасене мӗнле те пулин хӑрушӑ е аван мар юмахсем каласа пама, е вӗсене киревсӗр мыскарасем каласа йӑпатма пачах та юрамасть. Паратпӑр-и, Разметнов? Чӑннипе каласан, унӑн госпитальте выртмаллаччӗ, анчах хавхаланупа вӗресе тӑракан йӑмӑх шурӑ хулана пырса кӗнӗ кун епле чӑтса выртӑн-ха вырӑн ҫинче? Ҫакӑн ҫинче чылайрах чарӑнса тӑрса, тӗплӗрех пӗлтерес тетӗп, ҫавӑнпа вулакана тӳсӗмлӗрех пулма ыйтатӑп. Вӑл килте пулмарӗ. Мӗн тумалла-ха ҫак хура шӑпапа, тусӑмсем? Халӗ вӑл нимӗне те кирлӗ пек мар туйӑнать. Ҫак вӑхӑтра вӑл ҫилӗллӗн тутисене вылятрӗ, унӑн шултра та вӑрӑм, чӑн-чӑн кашкӑрӑнни пек шӑлӗсем курӑнчӗҫ. Тата: ӑнсӑртран сиксе тухнӑ телей ӑна иртсе кайнӑ ҫулсене аса илтерни ҫинчен, ҫавӑнпа Джеммӑна хӑйӗн ҫинчен аса илтерме шутлани ҫинчен, хӑйӗн пӗр-пӗччен, ҫемьесӗр, пӗр савӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйне ун патне ҫыртарнӑ сӑлтавсене ӑнланма тилмӗрни ҫинчен, хӑй айӑплине туйсах вилесшӗн пулманни ҫинчен; уншӑн тахҫанах асапланса ирттернӗ пулин те, айӑпа халӗ те каҫарманни ҫинчен ҫырчӗ. Унтан хӑвӑр кайнӑ ҫӗнӗ тӗнчере мӗнле пурӑнни ҫинчен кӗскен те пулин ҫырса пӗлтерӗр, тесе хушса хучӗ. Катя пирӗн ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ, кукамӑшӗ ним пӗлми куҫне уҫса хупкаларӗ, анчах ман чунӑм пите савӑнӑҫлӑ, халӗ эпӗ Николай Антонычпа мӗн чухлӗ калаҫас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ калаҫма пултаратӑп. Амӑшӗ, ӑна лайӑхрах сӑнаса пырса, ывӑлӗн хурарах сӑнӗ ҫивӗчленсе пынине, куҫӗ тинкеререх пӑхакан пулнине, тути тӗлӗнмелле ҫирӗп пӑчӑртаннине курчӗ. — Вӗсем тӑраҫҫӗ-и? Йӗнерӗ ҫине вӑл кӑшт хӑяккӑнрах ларнӑ, плащ аркисене ҫӗрелле уснӑ. Эпӗ ура ҫине тӑтӑм. Говэн командир Лантенак пӑлхавҫа тарма пулӑшнӑ. — Батюшка Петр Андреич! — пӑшӑлтатать хыҫӑмра тӑракан Савельич, мана тӗртсе. — Ан тӳрккеслен! In meinen Adern fliesst das edle Blut des Grafen von Sommerblat! — Шӑннӑ, — терӗ те тепӗр хут Базаров, тухса кайрӗ. Мана калама ҫук ӑш хыпни аптӑрататчӗ, эпӗ вара шыв шырама каяс терӗм. Ӑшӑм ытла ан вӑркатӑр тесе, сана эп ҫылӑха каҫарттарнӑ пек каласа патӑм. Эпӗ ҫывӑхрах тӑтӑм, куртӑм, вӑл унӑн шӑлӗсене пӗтӗмпех ватса тӑкрӗ, — лешӗ сурать, юнӗ хӑйӗн ҫав тери ҫӑра, хурарах тӗслӗ!.. Амӑшӗ йӗнине курса, тӑватӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрачи те йӗрсе ячӗ. Этем хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе шухӑшӗсене инҫетри, юнлӑ чаршавпа карнӑ тӗксӗм аваллӑхра та, хӑй пӗлмен урӑхла йӑхсем хушшинче те пулнине курчӗ, вара хӑйӗн ӑшӗнче — ӑсӗпе, чӗрипе — ҫав тӗнчепе пӗрлешрӗ, унта вӑл тахҫанах пӗр шухӑшлӑ пулса ҫӗр ҫинче чӑнлӑх тупма шут тунӑ, хӑйсен шухӑшне ҫав тери нумай асапсемпе ҫутатнӑ, ҫӗнӗ те ҫутӑ тата савӑнӑҫлӑ пурнӑҫшӑн вӗҫӗмсӗр юн юхтарнӑ тусӗсене тупрӗ. Вара ашшӗ туйипе фабрика еннелле сулса илсе:— Акӑ вӑл, тӗрӗслӗх! — терӗ. — Ӑна санӑн аслаҫу пуҫланӑ, эпӗ уншӑн пӗтӗм пурнӑҫа хутӑм, халь ӗнтӗ — сан черет. Вӗсем пирӗн чӑнлӑха хӑвӑртрах ӑнланччӑр тесе, малалла каяс пулать. Ҫырлахах турӑ — ун патӗнче хӑйӗннисене те йывӑр килет те, ютсем лексен, вӑл вӗсен тирне мар, ӑшне те сӗвсе илӗ. Пуринчен ытла вӗсене менура тӗлӗнтерчӗ. Ӑна ҫӑлма юратун та вӑйӗ ҫитмерӗ. Петр сехетне кӑларса пӑхрӗ те, темшӗн суйса:— Эпӗ киле кайса килетӗп, Алексейрен депеша пулмалла, — терӗ. Ҫав ҫулсенчех-и? Курасшӑн пулнӑ Паганель, е курасшӑн та пулман, ҫапах та унӑн тата темиҫе сехет иртсен аванах курӑнакан пулнӑ япала умӗнче текех кутӑнлашса тӑрасси пулмарӗ, халь ӗнтӗ унӑн хӑйне, е суккӑр вырӑнне хурас пулать, апла тумасан вара хӑй умӗнче чӑнахах Тенериф пикен тӑрри пуррине те каламалла пулчӗ. Пӗтӗм ҫурт траурлӑ ҫынсемпе тулли пулин те, вӑл вилнишӗн, пӗр ҫынна шутламасан, никам та кулянмасть, ҫак ҫын ҫеҫ, лӑплана пӗлми хуйхӑрса, мана калама ҫук вӑйлӑ тӗлӗнтерет. «Пӗлместӗп ӗнтӗ, мӗн тунӑ-ши эпӗ Иван Ивановича, мӗншӗн вӑл манӑн хур картине ишсе антарчӗ-ши?» Жухрай уттине чакармасӑрах малалла утать. — Пӗлетӗп эпӗ, — тет полицейски, — сирӗн пата, пекарньӑна, манӑн хреснай хӗр Секлетея — путсӗр те ирсӗр хӗр ҫӳрет. Андрей Ярцева хирӗҫ тӑрса, ӑна ӗненмен пек, хытӑ тӗллесе пӑхса тӑчӗ. — Ҫылӑхӗ — мана пултӑр! — кӑшкӑрать Артамонов. Пыраҫҫӗ, мӗскӗнсем, пурте кӗпӗрленсе, ҫитменнине тата хӗрлӗ ҫухасем туса яраҫҫӗ. Ытах та вара вӑл ҫапнипе стена ҫурӑлсан, ӑслисем, ҫав ҫурӑка чакаласа, хапха тӑваҫҫӗ, хапхаран чип-чиперрӗн кӗрсе, мӗнпур чыса хӑйсем ҫине ҫырса хураҫҫӗ!.. — Никама та каламастӑп. Эпӗ хам сӗнтӗм вара уроксем пама. Курӑк лапчӑннӑ, вырӑн-вырӑнпа йӗпе ҫӗрте пысӑк йӗрсем палӑраҫҫӗ — ку ягуар йӗрӗ те, кугуар йӗрӗ те мар. Шӑп ҫав вӑхӑтра чӑх-чӗп вити енче темӗскер чӑнкӑртатса янӑрани илтӗнчӗ. Пулӑшнӑ вӑхӑтра ирӗксӗрех аяккалла ҫаврӑнса тӑнӑ. Хушӑран шурӑ пӑс витӗр Алексейӑн алли-урине курмассерен, унӑн куҫӗсенче хӑраса ӳкни палӑрнӑ. Скайльс ҫакна хирӗҫ «аха» терӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ, унӑн пит шӑммисем мӑкӑльленсе хускалчӗҫ. Швабрин пусма картлашки ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Мӗншӗн килчӗ-ха вӑл? Мӗншӗн ҫак хуйхӑ паян, ҫак пысӑк ҫӗнтерӳ кунӗ, сивве ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн, станцири складсем вутӑпа тулса ларнӑ хыҫҫӑн, эпӗ халь ҫеҫ ҫӗнтерӳ уявӗнче паттӑр строительсене чысласа пухнӑ хула Совечӗн пысӑк пленумӗнче пулнӑ хыҫҫӑн килсе ҫитрӗ? Сехет иртмессерен вӗсем ытларах та ытларах халсӑрланаҫҫӗ. — Генерал, театртилле хӑтланса, карттусне ик аллипелен пуҫ ҫийӗпе ҫӗклетрӗ те, ҫамки тӑрринче мӑкӑль пеклӗн купаланнӑ тӗреклӗ кукша купташкине ҫап-ҫаран ҫутӑлтарса, Стельковские пӗкӗрӗлсех пуҫ тайрӗ. Анчах Арина Власьевнӑн Базаров ҫине тинкерекен куҫӗсенче вӑл ӑна ҫав тери юратнипе ачашлӑх кӑмӑлӗ кӑна мар, вӗсенче интересленни тата шиклӗхпе хутӑш хурлӑх та, темӗнле йӑваш ӳпкелешӳ те курӑннӑ. Чи начарри, чи киревсӗрри — утлӑ ҫар кӗтмен ҫӗртенех килсе атакӑласан мӗн тумаллине, ҫакна хатӗрленчӗҫ, шӑп питӗ кирлине пӗлчӗҫ пулин те, нихӑш ротӑра та ӑнкаракан, чухлакан-тавҫӑракан тупӑнмарӗ. Халӗ ӑҫта хурас-ха манӑн ӑна? Ман вырӑнта пулсан эсир ӑна мӗнле тунӑ пулӑттӑр? Пысӑк чул сӑрт ларнӑ шӑтӑкалла тӑватӑ галерея тухать. Сӑнран пӑхма лӑпкӑ вӑл, анчах, пӑхсах курӑнать, шӳт тӑвас шухӑшӗ ҫук унӑн. Хурарах куҫӗсем, халь те-ха ҫамрӑксенни пек, чӗррӗн пӑхса йӑлкӑшаҫҫӗ. — Ҫук, вӑл манӑн духовнӑй атте, Бризигеллӑри ҫӗнӗ епископ. Ман алла тепле пӗр пысӑк аш татӑкӗ лекрӗ те, эпӗ ӑна вакласа виҫ татӑк турӑм, анчах кун пекки пит сайра пулать. Ҫаранӑн ик енче хресченсем тӑраҫҫӗ, шалчасене кивӗ йӑран тӗлне ҫапнине вӗсем хытӑ сӑнаса пыраҫҫӗ, кивӗ йӑранне тӗл-тӗл курӑк хушшинчен курӑнкаласа тӑракан ҫӗрӗк патаксем тӑрӑх аран тупкалаҫҫӗ. Сирпӗтсе кӑларас умӗн, вулканӑн яланах паллӑ улшӑнӑвӗсем курӑнаҫҫӗ. Паганель Талькав каланисенчен пӗр сӑмахне те хӑвармасӑр акӑлчан чӗлхи ҫине куҫарса пычӗ. Яхӑнне те пымасть! — Вӗри те нӳрӗ вӑл. Кӑмӑл пулнӑ пулсан, эпир темӗн чухлӗ чӗрчун алла илентерме пултараттӑмӑр. Калама ҫук шӑрӑх! Кӗлеткерен вӑл кӗрнеклӗ ҫын мар — урисем вӑрӑм ун, хускалӑвӗсем ҫаврӑнӑҫусӑр, темӗнле, вӑтанарах хускалакан этем вӑл. «Сан аннӳ тухатмӑш теҫҫӗ, чӑн-ши вӑл?» терӗ те Оксана, кулса ячӗ; тимӗрҫӗ хӑй ӑшӗнче мӗн пурри кулса янине туйрӗ. — Пултӑрах!.. Шӑтӑкра татах шыраса пӑхам-ха, тен, тата мӗн те пулин тупӑпӑр…. Сирӗн тата унта, хуторта, Лукерья Нагульнова епле пурӑнкалать? Андрей чӑрӑш вулли ҫумне ларчӗ те пуҫне тымарлӑ ҫерем лаптӑкӗ ҫинелле хучӗ, унтан вара, темшӗн-ҫке, куҫне хупанҫи пулса, ҫак вӑрман ҫийӗпе иртсе кайнӑ ҫил-тӑвӑла шухӑшӗпе куҫ умне илсе пыма хӑтланчӗ. — Хӗнес-им-ха ман ӑна? — Кӑмакана лайӑх хутса ярас пулать. Пуҫӗ кӑкри ҫинелле усӑнса аннӑ. Хулара тӗн вӑйланса кайнӑ иккен, пысӑккисем ҫеҫ мар, ача-пӑча та турӑ пирки пуплет. Карета Эмиль тӗлне ҫитрӗ; Анчах часах эпӗ, ҫак тинӗс пирачӗсем, хӑйсем ҫӳрекен тинӗс пекех, нимӗне туйманнине, хам куҫӑмпа курса ӗнентӗм. — Вунӑ сехет! Тепӗр куннех вӑл, хӑйӗн пӳлӗмӗнче Макҫӑмпа пӗрле яланхи уроксемпе лараканскер, сасартӑках пуҫне ҫӗклерӗ, кӑшт итлерӗ те хавхалансах:— Пӗр самантлӑха тухма ирӗк пар-ха мана, — терӗ. — Кӑкӑр ачи пек калаҫатӑн эс, Марко. Вӑл сасартӑк ман ҫинелле ыткӑнса туртӑнчӗ, эпӗ хам сисмесӗрех сиксе тӑтӑм. Йышӑну Вӑл кайрӗ те эпӗ унӑн ҫулахи пушӑ хваттерӗнче, кунта никам та пурӑнман пек ҫӗрте, пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Икӗ эрне каялла почтальон ӑна Горевӑна янӑ, анчах «адресат ҫуккишӗн», каялла килнӗ ҫырӑва панӑччӗ. Унтан Рачкоран кулма черет ҫитрӗ, унӑн ятӗнчен кулчӗҫ. Сачӗсем кӑна мӗне тӑраҫҫӗ!» Пурте горизонт еннелле, кӑвак пӗлӗт ешӗл симӗс саваннӑпа пӗрлешнӗ тӗле пӑхаҫҫӗ. Теприн хыҫҫӑн вара уйӑх та чупма лекет. Куратӑп-ха, ку вӑрӑ-хурах арҫын ача. Ҫавӑнпа та ку таврари вӑрмансенче йывӑҫ тымарӗсем айне алтса тунӑ ҫын йӑвисем темӗн чухлӗ тӗл пулаҫҫӗ те ӗнтӗ. Анчах вӑл ӑнланасшӑн пулмарӗ, хуравласси килмерӗ». Вӑл унӑн хӗрӗпе ҫӳреме хӑй те юратнӑ, анчах авланасшӑн пулман. — Мӗншӗн? — Эсӗ, Макар, каҫар мана… — Тата мӗн кирлӗ? — Макар сассинче халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кӳренӳ янрарӗ. Ун хыҫҫӑн часах курень атаманӗ Балабан ҫӗре пӗрсе анчӗ. Хӗрарӑмсем вӗсем патне анчӗҫ; Поезд тапранса кайрӗ. Хоуик боцман вельбот хӳринче кӗсменпе авӑсать. Унӑн ҫамки ҫине ҫырса ҫапман вӗт-ха: тӳрӗ кӑмӑллӑ йыт аҫи-и вӑл е раскулачить тунӑ йӑхран? Вӑл костылӗ ҫине таянса тӑнӑ та, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине, сӑхма хатӗрленсе ҫитнӗ ҫӗлен пек, пӑхса тӑрать. — Килте, ваше превосходительство, арӑмпа паллашнӑ пулӑттӑр. Телейсӗр документа аран сӗтел ҫине хума ӗлкӗртӗм. — Христос ҫӑлтӑр, а эпӗ ҫар ҫынни патне каям-ха: сунара илсе кайма сӑмах панӑччӗ; ҫынни аван пулмалла. Мӗн калаҫатӑр эсир — нимӗн те ӑнланмастӑп… ӑс ман ҫавӑн пек — хӑлхасӑр… анчах эп сисетӗп-ҫке — пытанасшӑн эсир манран… куратӑп, эп мӗншӗн килнине ӑнланатӑр эсир! — Ну, ывӑлӗ ун ҫӑвара пӗр тумлам ямасть. Пирӗн лавҫӑсенчен пӗри Ярославль вырӑсӗ, тепри осетин: пичеври лашасене тӑварса, тӗприне ҫав тери асӑрханса ҫавӑтса пырать, — пирӗн ним шухӑша илмен вырӑс ҫынни ларкӑч ҫинчен те анмарӗ! Пирус ҫунма пуҫласан, эпӗ чӑтаймарӑм, апатланакан господин ҫинӗ пӑхса илтӗм. Вӑл хӑйӗн чакӑр куҫӗсемпе ман ҫине ырӑ сунманӑн тинкерсе пӑхать. Йӗр тупрӑм-тӑк — вара эпӗ пӗлетӗп ӑна, тискер кайӑка, пӗлетӗп вӑл ӑҫта выртассине, ӑҫта шыв ӗҫме е йӑваланма пырассине. Ыттисене кӗсьерен пӗрерӗн-пӗрерӗн кӑларса, ҫавӑн пекех туса ирӗке ятӑм. Ҫапла ырӑ кӑмӑллине курсан, хуралҫӑсемпе халӑх пит кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Мана хур тӑвакансене эпӗ ним те усал туманни патша таврашӗнчи ҫынсен кӑмӑлне ман майлӑ пит ҫавӑрчӗ. Ыран вара, ирхи келле чӗнсе чан ҫапма пуҫласанах, хӳрине лӑпчӑтать те вӑл, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑйӗн шӑтӑкне кӗрсе тарать. — Питӗ кулӑшла иккен эсӗ! — терӗ пиччӗшӗ, пирус коробкине кӑларнӑ май, ун ҫине пӑхмасӑрах. Ӑҫта тӑсатӑн хӑвӑн аллуна, кӗҫҫе пит?» — тет. Тепӗр тесен, вӑл вӗсенчен ҫӳлте тӑрать. Эпӗ — акӑ вӑл эпӗ, анчах вӑл ҫук пулать, ӑна тусана ҫил вӗҫтерсе кайнӑ пек шӑлса кайнӑ. Сунар ӑнӑҫлӑн пуҫланчӗ пулмалла, ҫавӑнпа та каҫхи апат аван пулассине кӗтме пулать. Хӑвӑр ватӑ ҫын, анчах ним пӗлмен ача пек шутлатӑр! Анчах ҫук: нимӗнле пултарулӑх та, нимӗн ҫирӗплӗхӗ те пулин ҫук унта. Сывӑ пулӑр, улпутсем, — терӗ вӑл, шлепкине, билетне илчӗ те тухса кайрӗ. Хӗрарӑмсем, ачам, ҫынна чӗререн пырса тивмешкӗн юратаҫҫӗ. «Марфа, Марфа, печешися о многом, а единое на потреву суть», тенӗ вӗт-ха. Воропоновӑн ҫутӑ та темле пушшӑн курӑнакан куҫӗсем ҫак ҫын темӗнле вӑрттӑн япала ҫинчен пӗлнӗ пек, вӑл халех никам кӗтмен сӑмах каласа ӑнтан ярас пек пӑхаҫҫӗ. Нумай ҫул хушши вырӑнтан-вырӑна куҫса ҫӳренӗ чухнехи йывӑр пурнӑҫра вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, юлашкинчен, ӑна чунлӑ япала, ӑнланакан япала вырӑннех хума пуҫланӑ. Куҫпа виҫсе, вӑл ӑна чей чашкисем ҫине тултарчӗ. Пӗр чашкине хӑй патнелле, кӗтесселле куҫарса лартрӗ. Мӗншӗн-ха ҫак хурапа шурра курман чӗчӗ ачине якобинец пулма шухӑш пырса кӗнӗ? Маскарад мар пулӗ те? Ҫавӑнпа Морисион чӗрине каялла тавӑрас ҫук вӗт. Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех сирӗншӗн турра кӗлтӑвӑп. Ан калӑр! Ҫапах та эсир питех ан кӗтӗр…» Вечеринкӑра унпа пӗрле пулнӑ тата ун ҫумне перӗнсе илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ манпа ҫав хӗрарӑм хушшинче ҫыхӑну пуррине, пӗр-пӗрне палӑртманскер пулин те, вӑл никам татайми пулнине тата ӑна хирӗҫ кӗрешме май ҫуккине туйса илтӗм. Унӑн кашкӑрла усал питне тата хаяр кӳлепине курсан, купецсем каллех пӗрер саманта чӗмсӗрленнӗ. Батарея командирӗ паян Володьӑна ал тытрӗ, унтан вӑл Петербург ҫинчен, ҫула тухнӑран вара мӗн-мӗн курса-илтни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ. Лавҫӑ сасси кӑмӑллӑ пек туйӑннӑран эпӗ ӑна ӑс парас шутпа хам мӗншӗн килни, хамра мӗнле туйӑм вӑранни ҫинчен каласа пама шут тытрӑм. Халӑхран вӑрттӑн Петлюра полкисен юлашкисенчен тапӑнакан ушкӑн хатӗрленӗ. Хӑй сӗм суккӑр пулин те ҫутҫанталӑка Петр пит лайӑх туять. Вӑл пӗлет: халӗ ир кӑна-ха, унӑн кантӑкӗ уҫӑ — туратсем чӑштӑртатни ҫывӑхрах, яр-уҫҫӑнах илтӗнет, ӑна нимӗн те хупламасть. Ҫаксене пурне те Петр паян уйрӑмах ҫивӗч туять: пӳлӗме хӗвел ӳкнине те пӗлет вӑл, кантӑк витӗр алӑ тӑсас пулсанах, тӗмсем ҫинчен сывлӑм тӑкӑнасса та туять вӑл. Кунсӑр пуҫне тата вӑл хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, пӗтӗм чун-хавалӗ ку таранччен пӗлмен пысӑк туйӑмпа тулса капланнине асӑрхарӗ. Давыдов сцена хӗрринчен шалалла утса кайрӗ, президиум сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларчӗ те аллине графин патнелле тӑснӑ вӑхӑтра хыҫалти ретсенчен, лампӑн хӗрлӗрех сарӑ ҫути ӳксе ҫутатан ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхрен, пӗрин ӑшӑ та савӑнӑҫлӑ хулӑн сасси, кӑмӑлӗ хускалнипе, ҫапла каларӗ: — Давыдов, чӗлхӳ ҫине шатра тухтӑрах санне! Степан Бояркин вӑр-варах чӳрече патнелле ҫаврӑнчӗ, пуҫне ула утиял хыҫнелле чикрӗ те темиҫе секунд хушши ҫӗрлехи тӗттӗмелле пӑхса тӑчӗ. — Кармӑш витӗр таврарах пулсан та, ҫулӗ ҫӳренӗрехскер, — тенӗ вӑл. Пӗри хӑлтӑр-халтӑр инструмент тыткӑчине ҫавӑрать: пушӑ ещӗк ӑшӗнче йывӑҫ кӑстӑрчӑк ҫаврӑнать те хытӑ туртса карӑнтарнӑ хӗлӗхсене сӗртӗнсе тунсӑхлӑн та пӗр евӗрлӗн сӑрлатакан сасӑ кӑларать. Вӑл лӑпкӑран-лӑпкӑ, ерипен-ерипен юрларӗ, унтан кӗҫех шӑпланчӗ, ҫывӑрса кайрӗ. Негоро хӑвӑрт шыв хӗррине анчӗ. Анчах Ольга тата хаяртараххӑн та сивлеккӗн кӑшкӑрнине илтсен, Женя ку шухӑша пӑрахрӗ. — «Аллес фюр Дойчланд» — «Йӑлтах Германи валли», — куҫарса пачӗ Дегтяренко ҫӗҫӗ ҫине ҫырнӑ сӑмахсене. Кашни тӗрлӗ выльӑх уйрӑммӑн пырать, мӗншӗн тесен вӑкӑрсемпе такасем хӑйсен хушшинче килӗшеймеҫҫӗ. Вӑл та час-часах:— Эсир, атте, ӑнланмастӑр, — тенӗ. Сид анасласа тутлӑн карӑнчӗ те чавсаланса пӑртак ҫӗкленчӗ, хартлатса илнӗ май Том ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ. Часрах кабина алӑкне уҫрӗҫ. (Вырӑс ҫынни, урӑх нимпе те хӑналамалли ҫук пулсан хӑйӗн пӗлӗшӗсемпе паллаштарма юратать.) — Ҫанталӑкӗ питех мар, мӗн каламалли пур! — Ман пуҫ сирӗншӗн яланах хатӗр, — терӗ Инсаров. Чернявкин ҫӗлӗкне хуллен ҫеҫ ӗнси ҫинелле шутарчӗ те пуҫ тайрӗ. — Пӑрах эсӗ вӑл чӑркӑш ӗҫе! — канаш паратчӗ Плетнёв. Тепӗр кун ирпе ирех Киш яла пырса кӗнӗ. — Вӑл ахӑр Н-ра допрос тунине асне илчӗ пулмалла. — Николай Иваныч, тахҫан эсир мана ҫав экспедици пирки каласа панӑччӗ ҫапла, — терӗ вӑл. — Ҫи, ачам, ҫи! — терӗ вӑл. — Пӗлтерӳ вуларӑм. Калиныч Хоре юратса савать. Пӗр сӑмахшӑн, эрнеренех ӑна тек аса илме те тивӗҫех мар сӑмахшӑн, пӗр-пӗрине касса пӑрахма хатӗр. Ҫапӑҫса вилме кӑна мар, хӑйсен совӗҫне пӗтерме тата урӑххисен пулас телейне пӗтерсе хума та хатӗр… Анчах, эпӗ шансах тӑратӑп, хирӗҫӗве пуҫласа яраканӗ эсир пулас ҫук унта! Алексей Иваныч айӑплӑ пулмалла, — терӗ вӑл. Кунта пӑхатӑн — мӗнле те пулин курак ӳкет; ну, асӑрхаймастӑн та — татса илетӗн. Чӗре хыттӑн тапать, кӑкӑра чӑтса ирттермелле мар йывӑр япала пусса тӑрать. — Юра-ать, вӑл мана — дворнике, эпӗ ун патне — еркӗне; пурӑнтӑм вара унӑн ӑшӑ ҫӑкрине ҫисе пер виҫӗ ҫул хушши пек… Ҫӑварӗнче унӑн ылтӑн шӑл йӑлтӑртатать, эпӗ вара хамӑн айван йӑлана пула, чарӑна пӗлмиех ҫав шӑл ҫине пӑхрӑм. Оленин ҫак сӑмахсене ҫырса пӗтернӗ вӑхӑтра ун патне Ерошка мучи пырса кӗчӗ. Язь ашшӗ шӑтӑка нӳне алтнӑ та, пӗрмай ман умра ҫавӑнпа мухтанса ларать. Ҫапах та, ашшӗ ӑна ыйта пуҫласан, тытса тӑма юрамасть, терӗм эпӗ ӑна кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Пӗрре вӑл сасартӑк хӑй умӗнче темскере курса тӑна кӗчӗ, вӑл ӑна курнипе кӑшт ҫеҫ ӑнран кайса ӳкетчӗ. Акӑ мӗнле шухӑшсем тухма пӗлмерӗҫ ун пуҫӗнчен… шӑпах тухма пӗлмерӗҫ: вӗсем пӗрре пуҫран тухса каялла ҫаврӑнса килмерӗҫ, вӗсем ун пуҫӗнче пӗр вӗҫӗмсӗр, тӗтре пек, чӳхенсе тӑчӗҫ. Хӑйсен ӑшшипе пӗр-пӗрне ӑшӑтма тӑрӑшаҫҫӗ. Тумтирӗсем пӑсланаҫҫӗ, анчах типмеҫҫӗ. Сӳпӗлтетессе вӑл тем сӳпӗлтетрӗ-ха, эпӗ, тӳррипе каласан, пит ӑнлансах пӗтереймерӗм. Пирен тупӑ, взвод участокӗнче лараканскер, тӳрӗ наводкӑпа персе малти танк ҫинелле темиҫе снаряд кӑларса яма ӗлкӗрчӗ, — вӑл ҫаврӑнчӗ те, унталла та кунталла пӑрӑнкаласа, гусеницисемпе чанкӑртаттаркаласа, хӑй хыҫҫӑн павлин хӳри пек вут-ҫулӑм та тӗтӗм хӳри сӗтӗрсе каялла кайрӗ. Пуринчен малта Остап утать. — Пиллӗкӗшне! — кӑшкӑрса ячӗ капитан. «Вӑл вилсе кайсан, эпӗ те пурӑнмастӑп», — терӗ вӑл пӗр вӗҫӗмрен. Ҫынна мӗнле пӑхнинче унтан яланах кулма, ӑна ыраттарма, лайӑх мар тума тӑрӑшни сисӗнетчӗ. Анчах Рада вӗсене асӑрхамарӗ. Ай-ин-и-ки-кван, тепӗр майлӑ каласан, Тытакансем, пысӑк лагере сыхланӑ. Унтан амӑшӗн шухӑшӗ, ывӑлӗ патне ҫитсе, чылайччен ун ҫинче чарӑнса тӑчӗ те, ун умне каллех Майӑн Пӗрремӗшӗ — пӗтӗмӗшпех ҫӗнӗ сасӑсемпе тулнӑ, ҫӗнӗ шухӑшпа ҫунатланнӑ кун тухса сарӑлчӗ. Питҫӑмартисем ҫинчи хӗвелпе пиҫнӗ йӑвӑ та вӗтӗ чӗкеҫ шатрисем халӗ ытларах палӑрса тӑраҫҫӗ. — Сывӑ та савӑнӑҫлӑ, — терӗ Саша хуллентереххӗн, хӑйӗн аллине пӑхкаласа. — Каллех пулӑшӑн укҫа тӳлемелле! Тем тупнӑ ӗнтӗ эсир Андрейпе иксӗр ҫав Островнов ҫумӗнче! Ҫапла кӑшт мухтанса калаҫни те Монтанеллие тивӗҫ пулман, ҫавӑнпа та Артур ун ҫине ытла та пӑшӑрханса пӑхрӗ. Килтисемпе сывпуллашса, тин ҫеҫ вӗсем кӑпӑш йӑвапа хӑйма ҫинӗ, ир пулнине пӑхмасӑрах, эрех ӗҫнӗ… — Анне аса илни ҫинчен пулсан — астӑватӑн-и? — эпир тӗрлӗрен турра ӗненни ҫинчен пулсан, акӑ вара!… Марсӑн атмосфери те сайралансах пырать, мӗншӗн тесен унӑн ҫийӗнчи газсем пӗчӗккӗн тӗнче уҫлӑхне тухса пӗтеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Марсӑн туртӑм вӑйӗ вӗсене, Ҫӗр ҫинчи пек, тытса тӑраймасть. — Ӑна хӑйнех, килте, хамӑр патӑрта. Кайрантарах вӗсем, тарнӑ чухне, тӑшман аллине вӑтӑр икӗ тупӑ пӑрахса хӑварнӑ, кусем пурте Англирен илсе килнӗскерсем пулнӑ. Вӑл, куҫӗсене чӑрмаласа тата ҫӑра хӗрлӗ сухалне чӗтрентерсе, хӑйӗн каютинчен тухрӗ. Вӑл нихҫан та хӑравҫӑ пулман, анчах ун нервисем сисӗмлӗ-ҫке-ха. Горевӑна вӑрҫӑра тӗл пулма тивнӗ командирсем пурте ҫавӑн пекрех шутлаҫҫӗ, хӑй вӑхӑтӗнче унӑн тусӗ Воропаев та ҫине тӑрсах ҫавӑн пек шутлатчӗ, анчах Горевӑна хӑйне хулара ҫапӑҫма яланах савӑнӑҫлӑ пулнӑн туйӑнать. — Акӑ вӑл, унӑн юрри! — терӗ Рыбин янӑравсӑр сасӑпа. Ҫылӑх вӗрентет вӑл. Вӑл хӑйӗн тӗпсӗр кӗсьинчен хутаҫ туртса кӑларнӑ; хутаҫӗнче пӗр чӗлӗ кукуруза ҫӑкӑрӗ, пӗр пысӑк татӑк ӑшаланӑ сысна ашӗ тата пӗр фляга мононгахельски виски пулнӑ. Куҫӗсем валли анчах шӑтӑк хӑварчӗ те, пичӗсене чӗркесе ҫыхнӑ ыйткалакан хӗрарӑмсем тӑракан ӗрет урлӑ иртсе, чиркӗве кӗчӗ; унчченхи пек вӑл ҫак ыйткалакансенчен кулмарӗ. Эпӗ пуринчен ытла аслипе, Васьӑпа, усӑ курса ҫапӑҫаттӑм, вӑл — Лизӑпа. Матвей Юргин лейтенант взводӑн вӑтаҫӗрти блиндажӗнче, Олейник отделенийӗ вырнаҫнӑ блиндажра пурӑннӑ. — Пӗлнӗ пулсан, карчӑкпа сывпуллашнӑ пулӑттӑм хуть, атту нихҫан та венчетре пулман пек тухса килтӗм. Ну, унта, паллах — каторга!.. Итлӗр, халех каласа парам сире». Эп унта пулнине-пулманнине пӗлместчӗ-ха вӑл. Яланах ҫапла пулса тухать: сывалаҫҫӗ те пирӗн патран нихӑҫан та урӑх курас ҫук пек тухса каяҫҫӗ. Ҫӗрлехи шӑплӑхра вӑл манӑн хӑлхана кӗреймен шыв шӑнкӑртатса юхнине илтсе кайман-ши? — Ҫав мӗскӗн клоунӑн чӗре, этемӗн кӗрешекен чӗри, унан хутланса ларнӑ ӳчӗ ӑшӗнче ӑна чура пекех пӑхӑнса тӑракан чӗре пурри ҫинчен сирӗн пуҫӑра шухӑш нихҫан та пырса кӗмен-и вара? — Асту, ӑс-пуҫпа ҫапӑҫ! Эпир йӗркеллӗ пурӑнса курайман ун чухне. Пилӗк минут каярах кӑна-ха вӑл асап тӳсесси ҫинчен шухӑшланӑ, халӗ ӗнтӗ сасартӑк ҫавнашкал аван мар та усал япаласем ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ! Вӑрҫӑччен вӗсем ман патӑмра час та часах пулкалатчӗҫ, — хушса хучӗ вӑл. Аэлита ирех вӑранчӗ, минтерӗнчен чавсаланса выртать. Пӑхӑр-ха, тупата, ун ҫухине, хӑй кампа та пулин калаҫса тӑнӑ чух аяккинчен пырса пӑхӑр: куҫа йӑмӑхтарса ярать! Грушницкий мӗн калассине эпӗ чӑтма ҫук кӗтетӗп; ҫакӑнта ӑнсӑртран килсе тухман пулсан, ҫак ухмахсем манран кулма пултарни ҫинчен шухӑшласанах эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм. Курӑр мӗнле суранланса пӗтнӗ вӑл, епле юн тапса юхать ҫав ӳтрен, анчах вӑл ҫаплах пурӑнасшӑн, вӑл вилес умӗн асапланса, ҫаплах турткаланса выртать-ха! — Ҫапла… Хӑш-пӗр енӗпе ҫавӑн пек. Лешӗ чӗркуҫҫисем ҫине тӑчӗ, анчах вӗсем пӗр-пӗрне чуптумарӗҫ те, ыталанмарӗҫ те, пӗр-пӗрин ҫине чылайччен, ним калаҫмасӑр, ӳсӗре-ӳсӗре, куҫӗсенчен пӑхса тӑчӗҫ. — Илтрӗм, илтрӗм, сан паттӑрлӑхусем ҫинчен, — терӗ юлашкинчен йӑвашшӑн Опанас Иванович, куҫӗсене старикле хӗскелесе. Чылай ҫӗрлеччӗ ӗнтӗ, эпир, сывпуллашса, пӗр-пӗринчен самай аякка уйрӑлса кайма ӗлкӗрнӗччӗ, эпӗ сасартӑк хам хыҫра Олеся сассине илтрӗм: — Ванюкӑм! — Музыкӑна эсӗ питех юратакан марччӗ пулас. — Е сирӗн унпа кӑмӑлсӑр пулмашкӑн пач уйрӑм, вӑрттӑн сӑлтавсем пур-и? Ыранах хреснашшӗне — хӗр тупса пар, тесе анчах кала, вара, уйӑх та иртмӗ, ҫуртра унпа пӗрле хӗрарӑм пурӑна пуҫлӗ. Вара халӗ тин хӑй ҫул ҫинче шӑрӑхпа питӗ ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ. Вунултӑ ҫулхи арҫын ача ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи адъютанта епле хисеплеме пултарать, эпӗ те Дубкова ҫапла хисеплетӗп; ҫитӗннӗ ҫынсем пурте ҫав адьютант ҫинчен ҫав тери йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын, питӗ лайӑх ташлать, французла калаҫать, теҫҫӗ, хӑй вара вӑл чунӗпе эпӗ ҫамрӑккинчен йӗрӗнет, анчах ҫакна пытарма тӑрӑшать пулас. Эсӗ, Илья Васильев, чӑн-чӑн этем, санӑн нумай пурӑнмалла. Сomme il faut пуласси маншӑн хисепе тивӗҫлӗ ӗҫ, пысӑк пахалӑх, пур енчен те лайӑха тухассишӗн тӑрӑшни ҫеҫ мар, пурнӑҫӑн тӗп шӑнӑрӗ пулса тӑчӗ, унсӑр пуҫне телей те, чап та, ҫут тӗнчере нимӗнле лайӑх япала та пулма пултараймасть, тесе шутларӑм. Шубин ҫыру айне кӑранташпа: «Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ ҫын кӗсйинчен тутӑрсем ҫаклатмастӑп-ха», тесе ҫырса хучӗ те, ӑна камердинера парса, каллех кӗнеке тытрӗ. — Паганель! Паганель! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. Алӑк шӑтӑкӗнчен пӑрахнӑ темӗскерле ҫаврака япала камера урайне ӳкрӗ. Ҫак иртнӗ тапхӑр — социализм никӗсӗ ҫинче нумай нациллӗ патшалӑх тӑвас опыт пӗтӗмпех ӑнӑҫлӑ пулнине пӗр иккӗленмелле марах кӑтартса пачӗ. Хӑйсене вӗсем Хурисем теҫҫӗ, мӗншӗн тесен Пӗлӳ хурисенчен килсе тӑрать. Нумай пурӑн, старик, эпӗ сана акӑ мӗн калатӑп! Ҫӑвӑнса та ӗлкӗреймерӗ — Кондрат Майданников персе ҫитрӗ. — Мӗн ӗмӗтленетӗн, ҫавна тупмалла пултӑр, маттур казак пулса хӗрес илмелле пултӑр! Мӗнпе тӑраннӑ? — Сирӗн шанчӑкӑра пӗлетӗп! — сӑмах хушрӗ Миронов шухӑшлӑн. Сыв пул, пирӗн тус, сывӑ пул… — хурлӑхлӑн юрласа ячӗ икӗ илемлӗ сасӑ. — Пӗлетӗн-и мӗн, Олеся?.. Эс каҫар мана, эпӗ вӗт ҫакна пӗрне те ӗненместӗп. Вӑхӑтран вӑхӑта ӑна ҫӗнӗрен кичемлӗх пусса илме тытӑннӑ, ҫавӑн пек чух вара унӑн ҫав тери ӗҫес килнӗ, вӑл туйӑма ҫӗнтерме те май пулман. Кунсӑр пуҫне тата хӗрарӑмсем виҫмесӗр-тумасӑрах чӗрҫиттисемпе е хутаҫсемпе ҫӗр пӑта яхӑнах сӗтӗрнӗ иккен. Вырӑнӗ нӳрлӗ пирӗн. Никита тата та ытларах курпунланнӑ пек туйӑнчӗ; унӑн ҫурӑмӗн кӗтесси тата сылтӑм хулпуҫҫийӗ ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, ҫакӑ унӑн кӗлеткине ҫӗр ҫумнерех кукӑртнӑ та, ӑна тата та лутралатса, сарлакарах туса хунӑ; манах пуҫне татнӑ эрешмен евӗрлӗ пулнӑ, — акӑ ӗнтӗ вӑл ҫул тӑрӑх, чаштӑртатакан вӗт чул ҫийӗпе нимӗн курмасӑр, чалӑшшӑн утса пырать. — Ун пек ҫӗр те пур-и вӑл? Вӑл ҫакакан лампа айӗнчи ҫаврака сӗтел умӗнче ларатчӗ, вараланчӑк, пӗрӗмлӗ те йӑп-йӑваш питлӗ кукша пуҫне аялах пӗксе хурса, темле пир татӑкне хӗрлӗ хутпа тӗрлетчӗ — вырӑнти халӑх кӗпи умӗччӗ пулас. Малалла. Хӑмӑр-кӑвак пӗлӗт татӑкӗсен ҫӑрах мар картлӑ-картлӑ капланчӑкӗ хӗвеле карса илнӗ, анчах ҫапах та сывлӑш халран ямалла пӑчӑ, картиш варринчи кӗл купи ӑшне чӑмса кӗнӗ ҫерҫисем те пулин, кӗске мӑйӗсене тӑсса, саркаласа пӑрахнӑ пӗчӗкҫеҫ ҫунаттисене сайра хутра вӑр-вӑр варкӑштаркаласа, пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ. Эпӗ, акӑ, хӑна илсе килтӗм. — Ҫук, пурте мар. Анчах малалла вуннӑмӗш числаччен манран мӗн те пулин ыйтса тӗпчеме хушмастӑп сана. — Ман пуҫа калама ҫук аван шухӑш килсе кӗчӗ. — Пирӗн патра — лайӑх-ха, лӑпкӑ, анчах акӑ Питӗрте… Вӑл ӑна ҫӗрелле печӗ те: — Ҫӗҫӗ пар мана, — терӗ. Ширма хыҫӗнче пӑлханса кайнӑ, макӑрса пӗтнӗ Клавдия Михайловна ҫеҫ юлчӗ. — Тен, эрех кайса илес? — тесе сӗнчӗ амӑшӗ, темле хӑй ӑнланайман япалашӑн ӑна мӗнле тав тумаллине пӗлмесӗр. Ҫухавине туртса уҫрӗ: — Вилетӗп, Мстислав Сергеевич, халӑм ҫук. «Акӑ, асӑнмаллах вӗт ӗнтӗ ҫав шуйттана. Телей курса пурӑн! Мӗн пирки сирӗн халӗ те совет влаҫӗ ҫук-ха? Пуҫланнӑ юрӑ татӑлнӑ, пурте Ежов еннелле ҫаврӑнса пӑхнӑ. Ун эрех ӗҫес манерӗ те вӑл шутран тухман. Хӑтарма пултаракан улӑм пӗрчи алран вӗҫерӗнчӗ, шанчӑк ҫути пӑхса тӑнӑ ҫӗртех сӳнчӗ. Пӗр хастарлӑ ҫемье пулса, вӗсем пурте хӑйсен самӑрланса кайнӑ шыҫмак хуҫине, Блюмштейн господина, хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Сухалли баспа хӑй «Наши разногласия» ятлӑ кӗнеке вуласси ҫинчен, ӑна Георгий Плеханов, «народоволец пулнӑскер» ҫырни ҫинчен пӗлтерет. Чӗринче пӑшӑрханатчӗ пулин те хӑйне вӑл лӑпкӑн тытма тӑрӑшать, унпа халь пӗр сӑмах та хушмалла маррине сисетӗп-ха эпӗ. Каснӑ-лартнӑ ашшех вӑл, Джиован Баттиста пек! — Каҫару ыйт! — тет Том, татах кӳпкеме тапратса. — Ыран хам таврӑнатӑп… вӑхӑт, вӑхӑт!» Каштанка каллӗ-маллӗ чупнӑ пулин те хуҫине тупайман, ҫав хушӑрах тӗттӗм те пулса пынӑ. Мустанг тирӗпе ҫапнӑ алӑк ӗлӗкхи пекех хӑйӗн петлисем ҫинче ҫакӑнса тӑрать. Вӑл кӑштах кичемленнӗ те, ҫавӑнпа эпӗ… — Мухмӑр чухне хӑссан ҫынна ҫӑмӑлрах пулать! — ытахальтен тенӗ пек каласа хучӗ Шалый. Тачанка ҫине ларнӑ чухне вара, сӑмах май, ҫапла каласа хӑварчӗ: — Пӗтӗмӗшпе илсен, йывӑрта-а-арах ҫав! Юрӑ пӗтрӗ. Хаджи Павлин, Юрдан хӑтӑшӗ, ахӑлтатма чарӑнмасӑрах калакпа ҫиет, калакне вӑл Алафрангов Михалаки умӗнчен илнӗ те, лешӗ, ҫапла сӗмсӗрленсе хӑтланнӑшӑн ҫилле хывнӑскер, енчен енне салхуллӑн пӑхкаласа ларать. Михалаки хӑйӗн «Алафрангов» хушаматне тивӗҫлипех йышӑннӑ темелле: пӗр вӑтӑр ҫул ӗлӗкрех вӑл хулара шӑлавар вырӑнне пуринчен малтан брюки тӑхӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ, французла калаҫам пек туса та вӗҫкӗнленет. Ах, мӗнле сюрприз! — Мӗншӗн тесен ку — Орлеана каякан пысӑк пӑрахут, вӑл кунта чарӑнмӗ тесе хӑрарӑм эпӗ. Эсир капла хӑвӑра та, мана та пӗтеретӗр. Ку ӗҫе маншӑн ырӑ ҫынсен хӗрӗ хутшӑннӑ… Мӗнлерех асаплӑ ҫулҫӳрев пулнӑ вӑл! Эсир иксӗр те ман туссем, ӑрат енчен пӗр йӑхран. Вуникӗ ҫул каярах ҫак фабрикӑра пӗчӗкҫӗ пӑлхану пулса иртнӗ. Том ӑна хыҫран пӑхса тӑчӗ, унӑн та, мӑнкӑмӑлланассине йӑлтах аяккалла сирсе пӑрахса, шутсӑрах вӗсем хыҫҫӑн каяс килчӗ. Унтан таҫта кайма тӑчӗ, каймарӗ, ҫилли тулса ҫитнипе хӑйӑлтата пуҫланӑ сасӑпа шӑппӑн:— Мӗншӗн тӑхтама ыйтмарӑн-ха эсӗ унтан, тӑмсай? — терӗ. Лука аптраса ӳкрӗ. Сирӗн ачасем ҫуралаҫҫӗ, санӑн пӗчченех ӗҫлемелле… тата нумай ӗҫлемелле пулать. Шантарсах калатӑп! Юлашки ҫулсенче ҫакӑн пек партизанла хӑтланни ку ман пӗрремӗш хут пулчӗ. Файлӑна пуҫӗнчен тӗрӗс лекнӗ пулин те, эпӗ ҫакна ырламастӑп. Паянах ятарласа пӗр карҫинкка леҫтерӗп. Вӑл окопалла пӑхрӗ. Ун хыҫҫӑн хӑвӑр пуянлӑхӑрпа усӑ курма тӑрӑшӑр. Сассипе пӗрле вӑл сасартӑк хӑйӗн вӑйне ҫухатрӗ, пуҫне хулпуҫҫисем ӑшнелле туртса кӗртрӗ, кукӑрӑлчӗ, унтан, куҫке йӗри-тавралла ҫавӑркаласа, хӑйӗн хыҫӗнчи ҫӗре урисемпе асӑрхануллӑн хыпашласа, каялла чакрӗ. Лантенак Говэна малтанах хӑйне ҫапӑҫура ҫӗнтернӗшӗн, унтан тата вӑл хӑй тӑванӗ пулнӑшӑн курайман. Тӗрӗсси тӗрӗсех ӗнтӗ. — Ҫук, кирлӗ мар… Тата пӗр тӑватҫӗр яхӑн вӑкӑр илӗр, мӗншӗн тесен, шыв урлӑ каҫнӑ вырӑнсенче тата путлӑхсенче вӑкӑрсем кирлӗ пулаҫҫӗ. Саломыга йывӑррӑн табурет ҫине ларчӗ те «УНР» тесе ҫырнӑ патшалӑх значокӗ ҫыпӑҫтарнӑ картузне хыврӗ. Ҫак тумтире пулах ман ӳт-тир вӗсен ӳт-тирӗнчен раснах уйрӑлса тӑрать. Часах амӑшӗ ӑна:— Куҫ вӑйсӑрланчӗ манӑн, Андрюша, куҫлӑх кирлӗччӗ, — терӗ. Ҫапла. Акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫурри тутарла хулара, пӗр хутлӑ ҫуртӑн тӑвӑр пӳлӗмӗнче пурӑнатӑп. Япала пуҫтарма мар, пуян купцасен, помещиксен, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл вӑхӑтра кӗнеке туянма пултарнӑ ҫынсен пурин библиотекинче те чаваланма юрататчӗ. Лиза Тоня пӑшӑрханса ӳкнине тин сисрӗ, «Павлуша» тени ӑна халиччен хӑй кӑшт туйса илме хӑтланнисене уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ. Машӑпа мӗн тумалла-ха пирӗн? Вӑл хур шӑммине кӑна вылятрӗ, ку маншӑн акӑш-макӑш пысӑк хуйхӑ пулса тӑчӗ! Эпӗ вӑл ҫырӑва хам куртӑм. Эсӗ ӳпне вырт та шӑлпа ҫыртса пӑх. Хӗрача, таврӑнса, 6арышня ҫӗрле япӑх ҫывӑрнӑ, анчах халь пӑртак самайланнӑ, халех гостинӑя килет, тесе пӗлтернӗ. Эп сана этем тесе шутланӑ, а эсӗ ман Макар хӑраххи иккен: лешӗн ӑсӗнче тӗнчери революци кӑна, санӑн — авторитет. Йӗри-тавра тӗттӗм, кичем те салхуллӑ, анчах унӑн чун-чӗринче туллиех асаилӳсем, юрату, хӗрхенӳпе ӳкӗнӳ, кӑмӑла тултаракан ырӑ куҫҫуль тапса тухас пек тӑрать… Пӗр пӑтранса кайсан, вара пӗрне-пӗри хӗснипе питӗ нумай выльӑхсем хӗсӗнсе вилеҫҫӗ. Эсӗ вӑхӑтна сая ан яр… Мӗскӗн гиббон! Вӑл ӗнтӗ ҫулсемпе те, ӑспа та ҫамрӑк мар: вӑл самӑрланма пуҫларӗ. Унтан чупса кӗрсе, ним каламасӑр, Павела аллинчен ҫавӑтрӗ те шыва кӗртме илсе кайрӗ. Мартӑн 29-мӗшӗнче ҫил кӑштах тамалчӗ, Дик вара карап хӑвӑртлӑхне ӳстерме, карапа руле итлеттерме фокпа марселе лартма шутларӗ. Тискер ҫынсем сӗтел вырӑнне буйвол тирӗ ҫинче картла выляса ларнине эпӗ темиҫе те куркаланӑччӗ. — Вӑл Тапальквем ятлӑ сьерра пулчӗ, тепӗр каҫхине ҫулҫӳревҫӗсем ун патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ. «Ла-фюнф». Иккӗшин те тумтирӗсем хӑрушла ҫӗтӗлсе пӗтнӗ! Эпӗ ҫаплах турӑм, челнок тӗпӗнче чавса ҫине таянса пырса, выртса пыма ҫав тери кансӗр пулин те, эпӗ ӑна утрав еннелле тытса сайра хутра веслапа ишсе пытӑм. Пӳрте пырса кӗнӗ бегемот пекех. Шуралса кайса, ним тума пӗлмесӗр, вӑл хӑйӗн пысӑк куҫхаршийӗсем айӗнчен Ерофей Кузьмича ҫивӗч куҫӗсенчен пит ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те тута хӗррисене пӑркаласа, урмӑш сасӑпа ҫапла каларӗ: — Ав мӗнле ҫын иккен эсӗ, э? Анна Дмитриевна — хастар хӗрарӑм; ҫуртне-йӗрне, садне йӗркене кӗртме юратать, чечексене, саркайӑксене тата хитре япаласене питӗ кӑмӑллать. Пӗри Андрей патнелле пӗшкӗнчӗ, ӑна аллипе тыткаласа пӑхрӗ. — Вологдӑна, эпӗ ӑна тӗплӗн пӗлтӗм. Эпир пӳлӗхҫӗпе шӳт туса хӑтланмарӑмӑр, пытарнӑ укҫана епле шырамалли йӗркесене йӑлтах астуса тӗрӗс мар туса пытӑмӑр, тесе шухӑшларӗҫ вӗсем. Юлашкинчен вӗсем усал тухакан ҫурт патне пырса ҫитрӗҫ. Хӗвел ҫунтарса пӑхнипе ҫутҫанталӑк шӑпланни ачасене темӗнле хӑрушшӑн та кичеммӗн туйӑнчӗ. Ултӑ сехетре ротӑсем патне офицерсем килсе ҫитрӗҫ. Виҫҫӗшин те пӗр майлӑ тӳрем сӑмсасем, куҫӗсем те пӗр майлах, хура та ҫивчӗ. Доктор та ман ҫинчен шӑпах ҫав кунхине, ҫав сехетре асне илни питӗ лайӑх — чӑнласах ҫапла тесе вӑл мана кулмасӑр-тумасӑр ӗнентерчӗ. Миллионшар ҫын эпир тӑвас тенӗ ӗҫех тӑвасшӑн пулнине пӗлсен — чӗре ырӑ кӑмӑллӑрах пулса тӑрать. Ырӑ кӑмӑлра — пысӑк вӑй! Пӗри чӑлт-шурӑ та ҫап-ҫутӑ, тепри — хуп-хура. Никамӑн та леш тӗнчери сивлекпе ҫывӑх пуласси килмест-ҫке… Фома шыв ҫине пӑхнӑ та тӗлӗнсе хытса кайнӑ, — ун патне темӗскер, хураскер, йӗри-тавралла шыв сирпӗтсе ишнӗ… Пит нумай-и вара сан кунта пурлӑху? — Ҫапла ҫав, пӗр минут вӑхӑта та сая ямасӑр каялла тавӑрӑнмалла, — терӗм эпӗ. Паян шӑпланчӗ. Хӑйсем ҫук пулнӑ чухне индеецсем хӗвелтухӑҫӗнче те, Леона леш енче, курӑнса кайни ҫинчен пӗлсен, вӗсем ҫӗнӗ экспедици пулассине ӗмӗтленсе татах хӑпартланса кайнӑ-мӗн. Пурте — е вӗт-шакӑрсем, кӑшлакан чӗрчунсем, ҫирӗп шухӑшсӑрскерсем, самоедсем, е ҫӗр айӗнчи тӗттӗм япаласем, е кисӗпсем, кӗрӗк арки йӑвалакансем, параппан патаккисем! Судья, эпир сирӗн санкцие кӗтетпӗр: Кольхауна суд тумалли ҫынсен скамьи ҫине лартма хушӑр. Боссюэт каларӗшле, артишокӑн пӗр ҫулҫине ҫисе яни — артишока ҫисе яни пулать. Ытлашши нимӗнех те ҫукчӗ пулӗ пирӗн калаҫура, паспортистка ҫапах та кулас килменрен кулкаларӗ, кӳршӗри пӳлӗмрен вара чипер картус тӑхӑннӑ пӗр ытла лӑпкӑ ҫамрӑк ҫын васкамасӑр тухрӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Савӑннипе чӗлхине ҫӑтнӑ! Нумай-и? Ольга, ансӑр та кукӑр-макӑр сукмакпа пӑрӑнса кӗрсе, шӑпах Фигурӑпа Квакин умӗнче тӑракан Тимур патне ҫитсе тухрӗ. Вӑл утать, ҫав вӑхӑтрах, вӑл ӑна тепре курасси ҫинчен шутласанах, ун чӗри тата хытӑрах тапма пикенет, ҫамрӑк чӗркуҫҫисем чӗтресе каяҫҫӗ. Пӗлетӗр-и, Саша, ҫавӑн пек ҫынсем хушшинче пурӑнасси, вӗсен юлташӗ пуласси, вӗсемпе пӗрле ӗҫлесси — пысӑк телей вӑл. Политҫут — Таля. — Шанатӑп сире! — Сирӗн калаҫӑвӗ тытӑҫусем пиркине илтетӗп эпӗ. Итлесе пӑхмашкӑн интереслӗ, — терӗ вӑл, кӗмсӗрти ман басӗпе мӗнпур сасса ҫийӗнчех хупласа лартса. Вӑл ӑна ют ҫӗр вӑрҫӑллӑ интервенцине пӗтерсе ҫитеричченех, пирӗн промышленноҫпа ялхуҫалӑхӗ тӳсме ҫук йывӑрлӑхра тӑнӑ вӑхӑтрах каланӑ. Корриентес сӑмсахӗ куҫран ҫухалнӑ хыҫҫӑн хӗвеланӑҫ бризӗ вӑйлӑланчӗ. «Дункан» паруссене саркаласа ячӗ те, фок, марсель, бом-брамсель тата лисельсен айӗпе, сулахай галс ҫине тайӑларах малалла вӗҫтерчӗ. Темзари яхт-клубӑн бризне илес шутпа яхта ӑмӑртури пек пырать тесе шутлама пулать. — Хамӑрӑннисенчен пӗри, — сӑмах хушрӗ Мичо, хапха умне пӗлнӗ ҫынсене кӑна кӗртме хушнӑччӗ ачана, ҫавна Мичо та пӗлсе тӑратчӗ. Елена Николаевна халь мана кураймасть, сана вара, Андрей Петрович, хисеплет вӑл, ку иккӗшӗ те пӗр майлӑ. Мӗнпур ӗҫ те пӗр икӗ сехетлӗх ҫеҫ. Вӑл Джеммӑн кӑмӑлне кайман. Ӗнесемпе сурӑхсене кӗсъесене пуҫтарса чиксен, хамӑн пӗчӗкрех тиевпе карап ҫине хӑпартӑм. Ку акӑлчан суту-илӳ карапӗ пулчӗ. Алӑкра Василий Васильевич тӑнӑ. Вӑл халатне те тӳмелемен, пуҫне хӑйӗн яланхи шурӑ калпакне те тӑхӑнман. Кун пек шухӑшлас пур-тӑк, ман шутпа, луччӗ пач службӑра тӑма кирлӗ мар. Иван Павлыч каярахпа Татаринов капитан ҫинчен сӑмах хускатрӗ, Катя ан илттӗр тесе хуллентерех сасӑпа эпӗ пичетре асӑнман хыпарсене пӗлтертӗм. Старик-пассажир, вӑтам палуба ҫине аннӑскер, трап патӗнче чул пек хытса тӑчӗ. Ҫӗмрӗлекен япаласем ҫине сивӗ куҫпа пӑхса вырӑнтан та хускалмарӗ. Яла ҫитсен, вӑл хӗрринчи ҫурма ишӗлсе аннӑ пӗчӗк пӳрт патне пычӗ, чӳречерен шаккарӗ… «Тен, ку вӑл тӗрӗс мар, тен, эпӗ йӑнӑшатӑп?», — теттӗм, халь вара ун пекки нимӗн те ҫук. — Команчасем вӑрҫӑ сукмакӗ ҫинче вӗт-ха! Вӗсем унпа иккӗшӗ Мускавра нихҫан та пулман-ҫке? Эпӗ туятӑп, ҫак ача аслӑ ҫар ҫынни пулать, вӑл ҫав тери ватӑлса ҫитичченех пурӑнать. Дик Сэндпа Том ертсе пыракан пӗчӗк ушкӑн чарӑнчӗ. Анчах унӑн пурӑнас килет. Цехсен корпусӗсене ҫӗр аллӑ мӑшӑр ӗҫ алли каялла пырса кӗчӗ… — Ӑна ӗнтӗ документсем тӑрӑх шутлас пулать, — терӗ завхоз. — Кивӗ кӗлетре государствӑна памалли юлнӑччӗ пӗртак, ҫӗннинче — вӑрлӑхлӑх. Ӑна план тӑрӑх, кирлӗ таран шутласа хӑварнӑ, пӗртак ытлашширех те пур… — Эпӗ те чун ҫинчен, ӑна этемрен уйӑрса, усрава илнӗ тӑлӑх ача ҫинчен калаҫнӑ пек калаҫнине ӑнланмастӑп. Пӗр пуссинчен тепӗр юнашар пуссине каҫас пулсан, тӑватӑ картлашка тӑрӑх хӑпарса пит пысӑк чул урлӑ каҫмалла. Козаки iдуть!.. — Сире пӑрахса хӑварма-и!? — терӗм эпӗ. Вӑранса кайса пӑхрӑм та, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫланӑ иккен тур пулӑшнипе… Эпӗ тунсӑхласа аптӑраса ҫитрӗм. Мӗн кӑна парӗччӗ-ши Дик ӑна та ҫавӑнтах, пурне те илсе каякан ҫӗрех илсе кайни ҫинчен мӗнле те пулин пӗлме! Апла тумашкӑн нимӗнле сӑлтав та ҫук. Ӑна эпир, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗлнӗ. — Пӑтраннӑ пӗтӗмпех Россия, нимӗн тӗрекли те ҫук унта: пӗтӗмпех хавшанӑ. Вӑл, паллах, манӑн образование кура, эпӗ ӑнланма пултармалла ӗнтӗ, анчах манӑн арӑм этемлӗхӗн халсӑрлӑхне пула… Хӑвар кунта! Ӑна вӗсем ывӑлӗпе иккӗшӗ ҫав тери хӑвӑрт уйрӑлса кайни тӗлӗнтерчӗ; Илья тахҫанах уйрӑлма шутланӑ пек туйӑнчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те сунарта ҫӳремелли питӗ килӗшӳллӗ костюмсем тӑхӑннӑ, иккӗшӗ те пӗчӗк отряд килнине курсан лашисене чарчӗҫ. — Ҫук, — тесе хучӗ Мак-Набс, — анчах эпӗ ӑна пӗлес тесе пӗр пӑхӑр укҫа та парас ҫук. Юланут майӗпе уттарса кайнӑ. — Эпӗ тухса кайма пултараймастӑп кунтан, — пӑшӑлтатса каларӗ вӑл юлашкинчен. Паян эпӗ хама ҫулахи шӑрӑх ҫанталӑкра ҫӳле ҫуртсен ӗмӗлки айӗнче, ҫыран хӗрринчи урамра утнине курнӑ пек пултӑм. Джимпа иксӗмӗр чул ҫинче перосем хӑйранӑ вӑхӑтра — Джим пӑхӑр перо, эпӗ тӑхлан перо хӑйрарӑмӑр — Том ӑна валли мӗнле герб тумалла-ши тесе шухӑшласа ларчӗ. Ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр! — терӗ Огнянов. — Ҫ-ҫапла, ӗҫнӗ, — тата-тата тавӑрчӗ Ромашов. Типшӗм те ҫӑмлӑскер, кукаҫей ҫӗртен тӑчӗ, манпа юнашар ларчӗ мантан пируса вӑрт туртса илсе, ӑна чӳрече витӗр ывӑтса ячӗ те хӑранӑ сасӑпа каларӗ! — Хуҫалӑх! — тӗртсе хунӑ ашшӗ. Кольхаунӑн ӗнтӗ ылтӑн ҫителӗклех пулнӑ, вӗлерттермешкӗн укҫа парса ҫын тупма ӑна йывӑрах пулман. Пӑван ҫӑварӗнчен ункӑ-ункӑ тӗтӗм кӑларса ларать. Ӳкӗтлесе килӗштерӗр ӑна! Пӗтӗм халӑх кулса-ахӑрашса тӑнӑ хушӑра тӗрӗк, Беспортев хистенине пула, малалла утрӗ. Ӗнер, Тетерев ҫывӑхӗнче, апат-ҫимӗҫ тиесе килекен поезда каллех йӑвантарса янӑ. Ҫав икӗ тӗрӗк ҫухалнӑ пирки эпир вырӑнлӑ сӑмах сарнӑччӗ-ха, ытти тӗрӗксен ӗненмесен май килмест. Арӑмӗн сӑмахӗсене вӑл ухмахла сӑмахсем вырӑнне шутларӗ, ҫапах та унӑн хуйхи сӑлтавсӑр маррине, ку вӑл — ӑслӑ хуйхӑ пулнине чӗререн тӗлӗнсе туйса илчӗ. Доктор каланӑ тӑрӑх, Бен Ганн утрав тӑрӑх чылай ҫулсем хушши сӗм пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ вӑхӑтра скелета тата ылттӑна та шыраса тупнӑ. Вӑл скелетӑн кӗсъисене пушатнӑ тата шӑтӑкри укҫана чавса кӑларнӑ, унӑн заступӗн аврине тупнӑ мӗн эпир шӑтӑк тӗпӗнче. Мӗнпур ылттӑна вӑл пысӑк хыр айӗнчен, утравӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи икӗ тӑрӑллӑ ту айӗнчи шӑтӑка хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинче йӑтса куҫарнӑ. Ҫакнашкал темиҫе кун хушши утса ҫӳремелли ӗҫе вӑл кунта «Испаньола» ҫитиччен икӗ уйӑх маларах ҫеҫ туса ҫитернӗ. Ҫав хушӑрах вӑл хӑй килӗ умӗнче, сӑрт ҫинче Квейс комендант тӑнине асӑрхарӗ. Аллисене сарлака купарчи хыҫнелле хӗреслесе тытнӑ та вӑл карӑнса тӑрать. Вара мӗн пулӗ? Челкаш — хӳрере, Гаврила кӗсменсем патӗнче. Унӑн арӑмӗ вара ҫемҫешке, нӑйкама та ачаш, часах макӑракан та хаяр хӗрарӑмччӗ, — чӑннипех ӗнтӗ йывӑр та усал ҫынччӗ; унӑн тата пуҫтах та ухмахрах ывӑл пурччӗ. Эпир тинӗс ҫулӗсенчен таҫта аякра тӑни, ҫавӑнпа та ӑнсӑртран кӑна ҫӑлӑнма пултарни паллӑ пулчӗ. Тата иҫӗм пахчинчи чухӑн хӗрпе те, Суламифь ятлӑскерпе, — мӗнпур хӗрарӑмран йӗр ӑна ҫех хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗрипе юратнӑ патша. Мӗн? Анчах Еленӑшӑн ҫаксем пурте шел пулчӗҫ. Сирӗн пурлӑхӑра ура ҫине тӑратассине эпӗ хам ҫине илетӗп». — Акӑ сулахай енче ӗнер сиксе тухнӑ шатра та пур. Давыдов, вӑл килнипе тӗлӗнсе те савӑнса ӳкнӗскер, пукан шутарса пачӗ, пиншакне тӳмелерӗ те койка ҫине ларчӗ. — Манӑн ӑнӑҫлӑхшӑн ӗҫмӗр-и вара? — терӗ Алексей. — Мӗншӗн-ха сирӗн парнелемелле? Пӑшал тӗпӗкӗ вырӑнне усӑ курнӑ. Тепӗр темиҫе утӑмран каллех лаптак ҫаврашкаран такӑнчӗҫ, — ӑна ҫаврака металл пусӑ никӗсӗнчен пӑрса ҫирӗплетсе лартнӑ. — Ҫапах та, кала-ха мана, сан ӗҫӳсем мӗнле пыраҫҫӗ унпа? — Ҫук. Вӑл ӗҫпе Монтанелли мӗн чухлӗ те пулин ҫыхӑнса тӑнине эпӗ пӗлмен те. Эпир хулран хула тытӑҫса, пӗрре сулахайран, тепре сылтӑмран ҫаврӑна-ҫаврӑна чылайччен ярӑнса ҫӳрерӗмӗр. Ҫав сӑтӑрӑлса пӗтнӗ курткӑшӑнах ун пек истори пулса тухасса кам шухӑшлама пултарнӑ? Питӗ кӑткӑс организаци. Унта вӑл шпионлӑ ӗҫсем тӑвакан темиҫе ушкӑнпа тӗрӗке вӗлермелли приговор йышӑнчӗ, вӗсенчен пӗрне вара хӑех каскаласа пӑрахрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Волов Копривштицӑна таврӑнчӗ. Горева хӑйпе пӗрле уҫӑлса ҫӳреме Альтман арӑмӗпе хӗрне илчӗ. Венӑри тӗрӗс-тӗкел тӑрса юлнӑ паллӑ вырӑнсене пӑхса ҫаврӑнма шутларӗҫ. Кӗвӗҫнӗ чухне… А, акӑ тинех эсир тунӑ портретсене куртӑм! — терӗ хӗрарӑм тепӗр енчи стена патне пырса тата урайне тӑратса хунӑ этюдсем, программӑсем, портретсем ҫине лорнетпа пӑхса. Хальхи чи пысӑк хӑрушӑ ҫӗлен-калта йышши аллигаторсемпе крокодилсене илес пулсан, — вӗсем хӑйсен авалхи аслашшӗсене пӑхнӑ ҫӗрте арӑслан ҫумӗнче кушак пек ҫеҫ пулӗҫ. Аккордеон йӑтса килне каякан Ольга патне Женя пырса тӑчӗ. Ман умра Савельич тӑрать, аллисенче унӑн — ҫурта. Ҫын, сӑмахран, Меркурий тӳпере пӗр-пӗр вырӑнта курӑннӑ вӑхӑтра ҫуралнӑ пулсан, астролог вара: «ку этем купца пулать», — тенӗ. Ку хинин йывӑҫӗн ҫӗршывӗ, ун хуппи сивчиртен пит лайӑх сыватать. Ҫав шуйттан Агафонӗ ун хӑлхине ман ҫинчен тем вӗрсе тултарнӑ ӗнтӗ, тем мур шухӑшласа кӑларнӑ, мучи ҫавӑнпа тарӑхать пуль-ха, эпӗ хам вара ӑна мӗнпе юраманнине тем тусан та ӑнкарса илейместӗп. Пур лайӑх урамӗсем те Кама шывӗн ҫӳлӗ ҫыранне вӗҫсе хӑпарма хатӗр тӑраҫҫӗ, ҫав сӑрт вара мана тӑван Энск хулине, унӑн Песчинкӑпа Тихая шывӗн ҫыранӗсемпе сӑрчӗсене асӑнтарчӗ. Вӑл сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, юрӑ пуҫлаканӗ тепӗр юрӑ юрлама тытӑнчӗ, вара хӗрсем пӗрне-пӗри турткала пуҫларӗҫ. — Ҫапла, пирӗннисем ытла хӑвӑрт чупса иртсе кайрӗҫ ҫав! Унтан тата акӑ мӗншӗн: Зеб Стумп тӗрӗс мар ӗҫе тӳсме пултараймасть, вӑл Техасри прерисенче пулас пулсан та. — Епле манам мар-ха? Унтан вӑл Марыся патне пычӗ. — Эсӗ манӑн пулмалла, мӗншӗн тесен эпӗ вӑрмана вут тӗртсе ятӑм. — Ахӑртнех, — терӗ Дик Сэнд. Хирӗҫ нимӗнле ответ та пулмарӗ. Калама ҫук хыт тивет ҫӗр ҫӑтман патакки. Синопа вӑрмана кӗнӗ. — Капансене-и? Ун вырӑнне чӗремре йывӑр иккӗленӳллӗ шухӑш тата темӗнле халиччен пулман хурлӑх ҫуралчӗ, манра темскер вилсе ҫухалнӑ пек пулчӗ. «Чей хатӗр-и, Ванюша?» хавассӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, вите алӑкӗ ҫине пӑхмасӑр; илемлӗ лаша, тӳрех хӳме урлӑ сиксе каҫма хатӗрскер, чӑмӑртанса, чӗлпӗрне яма ыйтса тата кашни мускулӗпе чӗтресе, килкартинчи хытнӑ тӑм ҫинче ташласа утса пычӗ. Хӗрарӑм вӑл мӗн ӗмӗртен ӗмӗрех кашни татӑка икӗ аллипе те ҫавӑрса тытать. Эпир ҫӑмӑл урапа ҫине ларсан, — паянхи маншӑн хаваслӑ кун вӑл ҫакнашкал йывӑр, япӑх кӑмӑллине курма мана кичем пулни тата чӗрене ыраттарни ҫинчен эпӗ хамӑр хушшӑмӑрти туслашун тӗп никӗсе пулакан пытарманлӑхпа каларӑм. Эхер ман пуҫа ун чухне ҫынсем мӗн калаҫнине хӑнасем ҫук чухне хам мӗн калаҫнипе танлаштарас шухӑш пырса кӗрес пулсан, эпӗ, ахӑртнех, ним чухлӗ те тӗлӗнместӗмччӗ. Кӗлӗ вӑхӑтенче Том умӗнче ларакан сак хыҫне пӗр шӑна пырса ларчӗ. Ҫав шӑна ӑна пӗтӗмпех аптӑратса ҫитерчӗ: вӑл питех канлӗн хӑйӗн урисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑркалать, урисемпе пуҫне яра-яра илсе, ӑна ҫав тери тӑрӑшса якатать, пуҫӗ вара пӗвӗнчен уйӑрӑлнӑ пекех туйӑнать, мӑйӗ ҫинҫе ҫип пек курӑнать. Унтан шӑна кайри урисемпе хӑй ҫуначӗсене тасатса, хырса хӑтланчӗ, ҫуначӗсем ӳчӗ ҫумне таччӑнтарах ҫыпҫӑнса тӑччӑр тесе, вӑл ҫуначӑсене, фрак аркисене якатнӑ пекех, майласа якатрӗ. Нимӗнрен те шикленмелли ҫуккине пӗлнӗ пекех тыткалать вӑл хӑйне. Хрисанф тени — ылттӑн чечек тени пулать, Павма Берында ҫавӑн пек тӗрӗс каланӑ. Эпӗ ыттисем пек мар, маншӑн пулсан туслӑх вал туслӑх, анчах табак — уйрӑм пулмалла. Ромашов ӗнтӗ Катьӑна эпӗ вилнӗ тесе ӗнентерме пултарнӑ, паллах, вӑл ӑвӑс катине асӑнман, вӑрҫӑра ҫапла пулса тӑчӗ, теме пултарнӑ. Унтан, кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк киле пырса кӗнӗ. Унран хупах шӑрши персе тӑнӑ, анчах халь ӗнтӗ вӑл, киле таврӑннӑскер, йӑваш та лӑпкӑ пулнӑ. — Хӗрӗх виҫӗ ҫулта, ман вӑй-халӑмпа… Ох, ҫав тери йывӑр… пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫламалла, пӗтӗмпех… вӑйӑмсем нумай мар, вӑйӑмсем шухӑшра кӑна. Тупата туршӑн каламарӑм! Унтан кӑштах лӑпланчӗ те куҫҫулӗ витӗр; «эпӗ… ку мӗн шаплатрӗ-ха, тетӗп… ку… вӑл иккен… месерле…» тесе мӑкӑртаткаласа илчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пӗтӗмпех хатӗр, унӑн чӳрече решеткине кӑна касса татмалла. Сӑнчӑрсене алӑ ҫинчен илни мӗн тери пысӑк телей! Кам ҫинчен каласа парасшӑн эсӗ? Дашкӑпа эпӗ пӗр эрне мӗнле те пулин тӳссе ирттерӗп, унтан ҫӗр хута вырӑн ҫинчен ерипен анӑп, салтакла упаленсе алӑк патне ҫитӗп, унтан — кил картине, анкарти хыҫӗпе киле… Симурден вара малалла: — Эсӗ усӑллӑ, Робеспьерпа Дантон питӗ кирлӗ. «Мӗнпур жидсене ҫакса вӗлерсе пӗтермелле!» кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен: «пуп ризинчен хӑйсен жидовкисем валли юбкӑсем ан ҫӗленӗ пулччӑр; святой пасха ҫине значок ан лартнӑ пулччӑр; вӗсене, мӗнпур путсӗрсене, Днепра путарса пӗтермелле!» — Кун та ҫителӗксӗр, тата, сана пула, Иваныч, ҫӗрне те ниҫтан кивҫен илме ҫук, — ответлерӗ ӑна хура сухаллӑ аслӑ тимӗрҫи, унчченех хатӗрлесе хунӑ сӑмахсемпе пулас. Ҫак шакӑртма чул катӑкӗсем тултарнӑ пӗчӗк пичке евӗрлӗччӗ, ӑна ачи пиҫиххинчен канатпа ҫыхса янӑччӗ. — Ун чухне эпӗ пытармасӑр калаҫма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пытарса тӑмалли пулман; халь вара… — Халь вара? — ыйтрӗ Елена. Виҫӗ кун хушши ҫӑвӑнтӑмӑр, ҫӗнӗрен тумлантӑмӑр, ҫирӗмӗр, ӗҫрӗмӗр… Ҫӗтӗк калушне хывса, вӑл ҫилӗллӗ сасӑпа:— Суд тумалла тунӑ, — тепӗр эрнерен! — терӗ. Кашни ирӗккӗн кӗрӗшниех хӑйне пысӑка хурасшӑн. Манӑн юрату никама та телей паман, мӗншӗн тесен эпӗ хам кама юратнӑ, ӑна уншӑн пӗр ырӑпа та тавӑрман: эпӗ хамшӑн юратнӑ, пӗр хама килентересшӗн юратнӑ; эпӗ чӗре темӗн ыйтнине ҫеҫ туса пынӑ, вӗсен сисӗмӗсене, вӗсен ачашлӑхне, вӗсен хаваслӑхӗсемпе асапӗсене ҫӑтӑланса ҫӑтнӑ — ҫапах нихӑҫан та тӑранма пултарайман. Яланлӑхах юл. — Пулма пултараймасть! — терӗм эпӗ тӗлӗнсе. — Кассий Кольхаун каҫару ыйтма хӑнӑхман. Нумайӑшӗ ӑна пӗрремӗш хут курать, унран перӗнмешкӗн упалене-упалене ҫывхараҫҫӗ. Пушатӑр!.. Ҫулҫӳревҫӗсем чугун ҫултан пӗр мильрен те ытла мар пыраҫҫӗ. Ҫак сасӑсене тӑнланӑ хушӑра вӗсем хӑйсем умӗнче аялта, чылаях инҫетре сарӑлса выртакан сӑртлӑ-тӳпеллӗ айлӑм ҫине савӑнса пӑхрӗҫ. Вӑл, чӑнах та, шӑпах ҫапла каларӗ: — кан, — терӗ. Тӗттӗмрен ишсе тухрӗ, каллех ӗҫес килнине астуса илчӗ. Аяла вӑл хӑвӑрт, ҫара урай, аялти кӗпе вӗҫҫӗнех чупса анчӗ. Ну, халь ман чӗре лӑштах кайрӗ! — Ку Джеймс сасси ӗнтӗ. Вӑл чӑтайманнипе алӑк тыткине туртрӗ. — Катерина Сергеевна! — пуҫларӗ сасартӑк Аркадий: — сире ку пурпӗрех пулмалла; анчах та эпӗ сире аппупа кӑна мар, — тӗнчере те никампа та улӑштарас ҫуккине пӗлӗр. — Ак пирӗн костюмсем, пӑхӑр! Халӗ куратӑн-и, епле уткалатӑп эпӗ? Вӑл маттур ача, лайӑх юлташ… — Ӗҫ, мӗн ӗҫместӗн! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ вӑл хӑйӗн хӑлхана ҫурас пек сассипе, куҫҫульне шӑлмасӑрах. Ун пек юрамасть, Алексей Вениаминович, юрамасть. Авалхипе ҫӗнӗ историне кӗртме кирлӗ тесе шутлакан тӳрлетӳсем. Базаров тавӑрӑнчӗ те, сӗтел хушшине ларса, васкавлӑн чей ӗҫме пуҫларӗ. Унти кӗнекесен пӗр пайне перопа хулӑм тетрадьсем ҫине ҫырса хунӑччӗ, вӗсем хушшинче Лавровӑн «Историллӗ ҫырӑвӗсем», Чернышевскин «Мӗн тумалла?», Писаревӑн хӑш-пӗр статьисем, «Выҫлӑх-патша», «Чее механика» ятлӑ кӗнекесем пулнӑ, — ҫав алҫырӑвӗсене пурне те нумай вуласа, лутӑркаласа пӗтернӗччӗ. Хумсем ҫыранри хӑйӑр ҫине улӑха-улӑха, унпа пӗрлешсе, каллех чакса шавласа тӑнӑ. Эпӗ, ӗлӗкхи вӑхӑтри пек пӗрремӗш класлӑ моряк пулсан, вӑл ман аллӑмран тараймастчӗ, анчах халӗ… Вӑл сасартӑк лӑпланчӗ, унтан темӗне аса илнӗ пек, ҫӑварне ярах карчӗ. Федотов хӑй группине аэродрома илсе каять пулмалла. Унтан: Аксентий Иванов! титулярнӑй советник! дворянин! — терӗ. Ҫула кӗтмен ҫӗртен пуҫтарӑнса тухнӑ пек, вӑл аллине пысӑк мар ҫӑмӑл чемодан тытнӑ. Эпир тӗпӗр-тӗпӗр сиксе тӑтӑмӑр та пӑхатпӑр — никам та, нимӗн те ҫук… — Ну, — терӗ куҫлӑхлӑ профессор. Сывлӑш ҫавӑрса илме тесе самантлӑха чарӑннӑ Иохим «ырӑ кӑмӑллӑ пани» алӑкра тӑнине кӗтмен ҫӗртен асӑрхарӗ те именсе ӳкрӗ. Уни-куни калаҫкаласа, Макар кил картинче ҫӳрекен чӑхсене питӗ сӑнаса тӑчӗ, автансен сассине итлерӗ. Мӗншӗн? — Мӗн тума кирлӗ пире пӑчкӑ? — Акӑ мӗншӗн! — хӑвӑрт, кӑштах чӗтрекен сасӑпа калама пуҫларӗ тухтӑр. Вӑл мана юратса пӑрахнӑ… анчах унӑн юратӑвӗ мана кирлӗ мар. Ку вӑйлӑ ҫумӑр умӗн ҫеҫ ҫавӑн пек пулать. Унӑн халӗ ирӗксӗрех ҫине-ҫинех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫапнисене чӑтӑмлӑ тӳсӗмпе чӑтакан ҫак айвана хисеплемелле пулнӑ. Лаша урисем тапӑртатнӑ сасӑ ҫывхарнӑҫемӗн-ҫывхарсах килет. Поезд вӑраххӑн шӑвать. Ҫӗрпе тӳпе тӑрӑх пӗр сенкертерех мӗлке ҫеҫ сарӑлса пырать. Тахҫан-тахҫан пӗтӗм Марспа хуҫаланнӑ майра патшан — «Икӗ Тӗнче Харпӑрлӑхҫин» — Лабиринчӗн планӗпе вӑрттӑн хутлӑхӗсене Тускуб кӑна пӗлет. Кунта, ҫӳп-ҫаппа ҫӗтӗк-ҫатӑк хушшинче, Гусев йывӑр металран, ахӑртнех, ылтӑнран, ҫапса тунӑ темиҫе япала шыраса тупрӗ. Тен, пирӗн халӗ Жукова, Ромашова чӗнсе илмелле пулать? Хохол ун ҫине ҫаврака куҫӗпе тинкерчӗ, унтан йӑпӑрт кӑна амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ те салхуллӑн, анчах ҫирӗппӗн каласа хучӗ: — Юлташсемшӗн, ӗҫшӗн — эпӗ тем тума та пултаратӑп. Ӑнланмастӑп, ӑнланмастӑп, ниепле те ӑнланмастӑп. Илсе кайӑр мана! Вӑрман хӗрринчен кӗрлесе тухрӗ те вӑл тӳрех тупӑ ҫинелле ыткӑнчӗ. Вӗренни тата апат ҫини кунсене питӗ те интереслӗ туса хунӑ, анчах каҫсем кичемрех иртнӗ. Ӑна каллех вилнӗ арӑмӗ аса килчӗ, анчах вӑл ӑна хӑй темиҫе ҫул хушши пӗлсе тӑнӑ килти ырӑ хуҫа арӑмӗ пек мар, ҫинҫе пӳ-силлӗ, айӑпсӑр-сӑнавлӑн пӑхакан, ачалла ӗнси ҫинелле хытӑ ҫавӑрса ҫыхнӑ ҫивӗтлӗ ҫамрӑк хӗр пулнине аса илчӗ. Иккӗшӗ те шӑпӑртах, пӗр сӑмах та чӗнмеҫҫӗ пӗр-пӗрне. Карапӑмӑр ҫурҫӗртен хӗвеланӑҫ еннелле 7° курспа пырать. Хӑш чух вӑл, ӑна ырлавлӑн хӗтӗртсе, хӗрӳллӗн ҫапла вӗрентнӗ: — Мӗне кӑна пултаратӑн — тӳнтер, ӳпӗнтер пӗтӗмпех! Ун патне ҫитесси ҫӗр ярд ҫеҫ юлнӑччӗ пулӗ, ҫил каллех карапӑн парусӗсене вӗрсе хӑпартрӗ. — Эсир ӑна щеткӑпа сӑтӑртӑр пулӗ-ха, куратӑп акӑ, — терӗ тухтӑр Панталеонепе Санин еннелле пӑхса: — питӗ лайӑх тунӑ… — А, ӗҫ начар санӑн, — терӗ вӑл. А господин Картамбер? Паллах ӗнтӗ, ку вӑл — пирӗн тӑван Ҫӗр! «Апрелӗн 25-мӗшпе 27-мӗш кунӗсем. — Юрать… Манах хуллен асӑрханса сывласа илчӗ. Каннӑ хушӑра Сильвер компас тӑрӑх виҫесем турӗ. Турӑ лаша кантӑр тет пулӗ. Унта вӑл, чаршав умне тухса, кӗске сӑмах каларӗ: малтан трагедие мухтарӗ, вӑл ҫав тери чаплӑ терӗ, унтан татах нумай каларӗ ун ҫинчен, тӗп роле Эдмунд Кин-Асли вылять терӗ; унтан, курма пухӑннисем хӑвӑртрах курасшӑн ӑшталаннине курса, герцог чаршава ҫӗклерӗ, вара король кулиса хыҫӗнчен тӑват уран упаленсе тухрӗ, ҫаппа-ҫарамас, хӑй йӑлтах тӗрлӗ сӑрсемпе йӑрӑм-йӑрӑм сӑрланса пӗтнӗ, асамат кӗперӗ пекех йӑлкӑшать. — Халӗ «У» те. Хуларан ҫур-ҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчи окопсенчен кӑна перкелени илтӗнсе тӑчӗ, тата Огнянов окопӗ, тимӗр ҫункава магнит туртса илнӗ пек, тӑшмана вӑрҫтарса илӗртсе тӑчӗ. Стена витӗр пӗчӗк пӳлӗмре кӑшт кӑна илтӗнмелле пӑшӑлтатса калаҫнине ӑнланса илчӗ: Лятьевский. Сирӗн тем тесен те Быкадоровпа ҫыхӑнмаллах… Анчах мӗншӗн макӑрас килчӗ-ха унӑн? Камсем вӗсем аваннисем? Кама питех те юратать вӑл? Ҫакна вӑл хӑй те лайӑххӑн пӗлмерӗ. «Ҫаксене пурне те тӗлӗкре курмастӑп-ши эпӗ?» — тесе шухӑшласа янӑ та вӑл, вӑранасшӑн пулнӑ, анчах вӑранмалли — пулман. — Саня, сана вуниккӗччен таврӑнсан Иван Павлыч кӗрсе тухма хушрӗ, — терӗ вӑл. Палламан хӗр вӑл, эсир ӑна «эсӗ» тетӗр, хӑяр ыйтатӑр тата… Мӗн ҫыраҫҫӗ ӑслисем, вуласа пӑхар… — Рима? Андрей алӑка тачӑ хупрӗ, карчӑк вара, ывӑлӗ ҫаплах унпа юнашар тӑнӑ пек, шӑппӑн:— Эсӗ пӗтӗм ҫут тӗнчере те пӗрре кӑна вӗт манӑн! — терӗ, макӑрса ячӗ. Эпӗ ученӑйсем хушшинче чапа тухнӑ, «пурне те шухӑшласа кӑларма пултаракан гениллӗ изобретатель» ятне илме тивӗҫлӗ пулнӑ пӗр паллӑ ученӑй ӗҫӗ ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑратӑп. «Тупата, сире кӳрентермерӗм эпӗ, Иван Иванович». Николай Антоныч интересленсех итлекелерӗ, пӳрнисене выляткаласах тӑчӗ, кулкаланӑ май шуралкаларӗ те. Вӗсем тата Тельмарша юратман та. Мӗнле те пулин айӑп турӑр-и? Ҫавӑ лавка хуҫине кӳрентерместчӗ пулмалла; хӑйне лавкаран сутма пулӑшакан йӑмӑкне певчисем, салтаксем тата кама кӑмӑла кайнӑ — ҫавсем пурте хытӑ ыталасан та, вӑл кӳренместчӗ. Марья Николаевна каллех лашине пӗрре туртсах чарчӗ: ӑна вӑл урӑхла нихҫан та чарман. «Эхе! — сасартӑк ҫурма сасӑпа кӑшкӑрчӗ Шубин: — Зоя Никитишна ҫаврӑнса пӑхкалать пулас-ха. Ҫул май витӗр тухса кайма тивнӗ Ставрополь хули ӑна кӳрентерчӗ. Ҫук, ҫук, ҫыруҫӑсем пире кирлӗ мар! — Суй, суй… Козакӑн ҫывӑрма вӑхӑт!» Тискер кайӑк хашлатса сывларӗ, тӑчӗ, юр ӑшӗнче выртакан ҫынна месерле ҫавӑрса хучӗ те комбинезонӑн «шуйттан тирне» чӗрнисемпе качаласа туртрӗ. Вӑл ӑна «анне», «эсӗ» терӗ. Кун пек ӑна вӑл хӑйӗнпе пит ҫывӑх пулнӑ чух ҫеҫ калать. Хула тулашне тарса тухма хӑтлансан та усси пулман: пур ҫӗрте те хурал сыхласа тӑнӑ. Макар ун ҫине уҫҫӑнах йӗрӗнсе пӑхса тӑчӗ. Пӑлхавҫӑсем тапӑнма пуҫласан акӑ — пӗтӗмпех пӗтсе арканать. Ҫул Яик шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗсем хӗррипе пырать. Ҫул енчен пымаллаччӗ! — Ҫук, — терӗм эпӗ. Унӑн ҫӗрле таракансем кӑшӑртатнӑ пек илтӗнекен яка мар сӑмахӗсем Артамонова хӑратмарӗҫ, анчах хӑйсен йывӑрӑшӗпе пусрӗҫ, чӗлхесӗр туса лартмаллах тӗлӗнтерчӗҫ. Виҫӗ юланут ҫул ҫӳресси пит хӑрушшӑн пӗтсе лар-ма пултаратчӗ пулӗ. Тӗнчере пулман япала — станицӑна пӗтӗм купи-капанӗпех хӑпса килнӗ! Мӗн тӑвас тетӗн-ха! — терӗ вӑл. Ах! Пӗрисене пулӑшма та, теприсене хирӗҫ тӑма та вӗсен май ҫук ҫав. Эпӗ хапсӑннине вӑл ним чухлӗ те тӑмасть. Кӑнтӑр ҫитеспе икӗ пӗчӗк пӑрахут иртсе кайрӗҫ, анчах вӗсем туран анакансем пулмарӗҫ; каярахпа пысӑкки ҫитрӗ, корольпе герцог ӑна чарчӗҫ. Вӑл никама та усал тумасть, — терӗ сасартӑк Марьяна. Анчах та манӑн сире ҫакна пӗлтермелле: вӑл аристократ, — терӗ Робеспьер. Пыр, чунӑм, сӗт ҫитерӗп. — Эпӗ-и? Айртон е Бен Джойс? — Юрать, упӑшкасӑр та начарах мар пурӑнма пулать. Иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен аса илер. Ултӑ эрнерен эскортӑн ытларах пайӗ тарнӑ та, Занзибара таврӑнса, Ливингстон вилни ҫинчен суя хыпар сарнӑ. Ҫак хыпарсем Огнянова хӑратсах пӑшӑрхантарчӗҫ. Вӑл мӑнкӑмӑллӑхӑн тата хӑй вӑйӗ ҫине ытлашши шанассин, ыттисене кӳрентермесӗрех хӑйне пысӑка хуртарассин виҫине пӗлетчӗ. Вӑл хӑй шикленнине ҫӗнтерсех, пӗкӗрӗлчӗ те шывран пӑшалне туртса кӑларчӗ. Вӑл вӑхӑтсенче пысӑк ҫарсене ертсе пыма час-часах пӗчӗк чинлӑ офицерсене хушнӑ: ку республикӑн йӑли пулнӑ. Аннӑ чухне Ганс кантӑрасене ҫав тери лайӑх майласа, тӗреклӗн ҫаклатса хунипе нимӗнле хӑрушлӑх та пулмарӗ. Эпир анма пуҫларӑмӑр. Савӑнӑҫлӑ пулать! Анчах ҫавӑн хыҫӗнче вара эпӗ хамшӑн чылай паллӑ вырӑнта тӑракан чӗрӗ чӑнлӑх ҫутӑла-ҫутӑла илнисене, ҫынсем пӗр-пӗрне урӑхла пӑхнин, урӑхла пурӑнӑҫӑн паллисене куратӑп. Географилле обществӑн маттур калаҫакан секретаре чарӑна пӗлмесӗр калаҫать. Денни тарӑхнипе урсах кайнӑ. — Мӗнле шухӑш, герцог? Вӑл тӗнче йӗркине хӑй майлӑ вӗрентме тытӑннӑ. Хам тӑвас тенӗ пек тума хӑраттӑм ҫеҫ мар, шухӑшлама та хӑяймастӑм, хамӑн ӑс-тӑна улпут ӑс-тӑнӗпе пӑтраштарса ярасран хӑраттӑм. Опытлӑ та пысӑк тавракурӑмлӑ ҫынсем халӗ чи йывӑр вырӑнсенче пулма тивӗҫ. Пирӗн Алексей Петрович пӗлчӗ те ун ҫинчен, кайран пире лекрӗ те: ӗнтӗ турӑ ан хуштӑрах ҫавӑн пек ҫилленнине курма! — Ман патӑма пӗр пилӗк ҫухрӑм пулать, — терӗ вӑл: — ҫурран кайма инҫе; малтан Хорь патне кӗрсе тухар. Океан лӑпкӑ. Бриз ҫула май вӗрет, ҫавӑнпа та ҫилпе тулса хӑмпӑланнӑ паруссем хурансенче ывӑна пӗлмесӗр ӗҫлекен хӑватлӑ парсене тата та пулӑшу параҫҫӗ. Кун пекки, ваше благороди, ҫавӑн йышши чӗрчунран тӳсесси законра та ҫук. — Ну, вӑт, халӗ ӗнтӗ иртсе кайрӗ. Эпӗ лайӑхрах пӑхса чухласа илмешкӗн чарӑнса тӑтӑм. Вӑл урасӑр. — Тӳпе евӗр… — терӗ суккӑр, хӑйӗн чӗринче сасартӑках вӑраннӑ ачашлӑхпа. Канев ҫывӑхӗнчи ултавлӑ ӗҫ хыҫҫӑн кӑшт вӑхӑт иртсен гетман пуҫне, ытти чи чаплӑ нумай сановниксен пуҫӗсемпе пӗрле, шалча ҫине тӑхӑнтарчӗҫ. Мӗн пулнӑ сире? «Ҫӑл, теҫҫӗ, ҫӑл пире!» Эпӗ яланах кашни моряка, вӑл хӑрах ураллӑ е икӗ ураллӑ пулсан та, икӗ куҫпах сӑнаттӑм, астӑватӑп, ҫак ҫын мана питӗ сахал шухӑшлаттарчӗ. Чӑнах та, Ривареса вӗсем ҫав вырӑнсенче тупнӑ. Ҫак вӑхӑтра ҫур миль ҫӳлерех пуҫтарӑннӑ пӗр ушкӑн ҫын патне часах темӗн чухлӗ ҫынсем кӗперленсе тулчӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫакӑ палӑрчӗ: эпир нумай япаласем ҫинчен пӗлмен, нумай япаласем ҫинчен пӗлме те, чухлама та пултарайман. — Ну, эсир унта! — хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Ерофей Кузьмич хӗрарӑмсене, хӑй арӑмӗ макӑрнине кӑна илтрӗ пулин те. Тулта ҫап-ҫутӑ пулнине курсан (вӑхӑт ӗнтӗ вӑраха кайнӑ темелле), Том питӗ тӗлӗнчӗ. Сывлӑхлӑ кӗнеке. Пӗрре ӑна йытӑ вӗрни е кашкӑр улани илтӗннӗ пек туйӑннӑ, анчах ҫав сасӑ, хуллен, тӑнласа илмелле мар илтӗннӗ пирки вӑл — чӑнах та мӗнле те пулин сасӑ илтӗнет-и, е илтӗннӗ пек анчах туйӑнать-и — ӑна пӗлеймен. Лашине тӑратнӑ та тимлесе итле пуҫланӑ. Ак мӗнле шутла пуҫларӑм эпӗ юлашкинчен: ҫут тӗнчере мансӑр пуҫне урӑх никам та, нимӗн те ҫук, япаласем — япаласем мар, эпӗ вӗсем ҫине тинкерсе пӑхнӑран курӑнакан сӑнарсем кӑна, эпӗ ҫав япаласен ҫинчен шухӑшлама чарӑнсанах, ҫав сӑнарсем хӑвӑрт ҫухалаҫҫӗ. Пурте ҫын вӗлерни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Кӗҫех калаҫӑва капитан хутшӑнчӗ те ҫапла каларӗ: — Халӗ ӗнтӗ тимлӗрех пӑхӑр! Кунта шыв юххи ҫыран хӗрнех ҫитет: тен, вилене хум ҫапса кӑларнӑ та, вӑл шыв хӗрринчех пӗр-пӗр тӗмрен ҫакланнӑ. — Акӑ ӗнтӗ савӑн хӑв ывӑлупа! — Эсӗ кунта епископа тупма шанман пулӗ, тесе шутлатӑп. «Мӗн тӑваҫҫӗ-ши кунта?» — шухӑшласа илчӗ Колчо. Селтерски, тетӗн? Иккӗмӗш ҫынни, шыври чулсем ҫийӗпе шарлаттарса кӑпӑкланса юхакан сӗт пек шурӑ шыва кӗрсе кайрӗ, вӑл лешне хирӗҫ сӑмах хушмарӗ. Калаҫаканни те ун хыҫҫӑнах утрӗ. Халӗ ӑна пӗлӗт ҫывӑх, ҫӗр инҫе пек туйӑнчӗ. Анчах кун пирки шарламарӑм — пурпӗрех нимӗн усси те пулмасть, кӑмӑла пӑсни кӑна. — Тӑрат. Ҫитӗ, — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа илсе. Кравать патӗнчи сӗтел ҫинче пысӑк графин тӑрать, квасӗ сӗтел ҫитти ҫине тӑкӑнса кайнӑ та тӗпне кӑна юлнӑ, графин пробки урайӗнче йӑваланса выртать. Мересьев шӑлне ҫирӗпрех ҫыртрӗ, пӗтӗм газ вӑйӗпе усӑ курса, машинӑна тӳп-тӳрӗ ҫӳлелле тытрӗ те хӑй ҫийӗпе пыракан самолёт ҫинелле ыткӑнчӗ. Кама аса илтерчӗ вӑл? Карапсен хушши халь виҫҫӗр футран та каярах. — Шыва путса вилет вӑл, ҫӑлӑр ӑна, ҫӑлӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Анна Васильевна, ҫыран хӗрринче урисене сарса, йывӑррӑн сывласа тӑракан Инсарова. Вӑл пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл ҫилӗм тунине, ҫавӑн укҫипе пурӑнма шутланине никам та ӗненес ҫук. Вӑл хӑй ирӗккӗнех, мухтаннӑ пек мана каласа кӑтартать: — Эпӗ тахҫантанпах чирлетӗп, — тет. Курӑк ҫинче йӑванса, вӑл хӑйне ҫыхнӑ кантрана пушатнӑ, унтан вӗҫерӗннӗ те хумханакан халӑх урисем хушшипе шуса тухса кайнӑ. — Кирек мӗн кӑшкӑрма та, кирек мӗн сӳпӗлтетме те пултаратӑн, апла пулсан та эпӗ сана турра пуҫҫапнӑ пекех пуҫҫапма хатӗр! — терӗ Радуб мӑкӑртатса. — Куҫарчӗҫ, — терӗ те Даша инке ассӑн сывласа илчӗ. Купа тавра сарлака кӳлленчӗк пӑсланса тӑрать. Ун ҫине пушар ҫути ӳкнӗ, анчах кӳлленчӗк унсӑрӑн та хӗрлӗ: вӑл — юн кӳлленчӗкӗ. Ами аялалла вӗҫсе анчӗ, вӗҫнӗ чухне ҫуначӗпе икӗ хут хыттӑн лапӑстатса илчӗ, ҫур ункӑ туса вӗҫсе ҫаврӑнса, Разметновсен малти пӳлӗмӗн хӑпӑнчӑк кантӑк хашакӗ ҫине ларчӗ. — Курӑпӑр-ха, акӑ! Уйрӑлнӑ чух вӑл Шалыя лайӑх ӗҫленӗшӗн чӗререн тав турӗ. — Вот ку чӑнласах моряк ывӑлӗ! — терӗ Паганель. Анчах Денни часах тавҫӑрса илме пӗлнӗ. Ергушов тени — леш, пӳрт умӗнче ҫывӑракан ӳсӗр казак пулнӑ. — Кам кирлӗччӗ сире? — хӗвелтен аллине тытса кӑшкӑрчӗ хӗрарӑм. — Хӑнӑхмасан — пӑтӑ ҫиме те йывӑр… — Вӑл хӳрипе пӑлтӑртаттармасть, — пӑшӑлтатарӗ Том. Эсӗ те илтрӗн пуль, мӗнле шатӑртаттарчӗ? — Йӑлтах, — терӗ Женя, — анчах пӗтӗмӗшпех мар-ха. Турӑ!.. Кирила Петрович, хӑйӗн «Ҫӗнтерӳ аслатийӗ янӑра» юррине шӑхӑркаласа, аслӑ пӳлӗм тӑрӑх хаяррӑн калла-малла утса ҫӳрет. Тискер кайӑка, ыттисене тапӑнакан кайӑка вӗлернине… ӑнланмалла. Мӗн пулчӗ сана, Том? Сана тата ку та ҫитмест-и-ха: йӑмӑкӑма та пӑсма тытӑнтӑн-и, мана хирӗҫ харкашма вӗренте пуҫларӑн-и-ха? — Эсӗ Назаркӑран пӗчӗк пичкине парса яр: ачасене ӗҫтерме сӑмах парсаччӗ; вӑл кӗрет. — Апла эсир ку опытпа питӗ кӑмӑллӑ пулӗ? — тесе ыйтрӗ майор. — Атя, ватӑ йытӑ, кайса пӑхар: хуҫа курӑнмасть-и. — Ларать? — тӗлӗнсе пӑшӑлтатса илчӗ Андрей. — Упранса юлнӑ эппин? Ҫапла тума килӗшетӗр-и эсир, сэр? Арканса тӑкассине, тӗпӗ-йӗрӗпех пӗтессине пӗлсе тӑркачах, ҫынсене ҫапӑҫӑва кӗртме пултараймастпӑр эпир, тепӗр енчен кулӑшла та вӑл. Чылайччен пӑхрӗ вӑл аялтанах шӑвакан тӗксӗм пӗлӗт ҫине; унтан ура ҫине тӑчӗ, пичӗ ҫинчи ҫӳҫне-пуҫне вӑшт сулса каялла ячӗ, вара, хӑй те мӗншӗнне пӗлмесӗр, шӑна пуҫланӑ аллисене пӗлӗт еннелле тӑсрӗ; унтан вӑл аллисене усрӗ, вырӑнӗ ҫумне чӗркуҫленсе ларчӗ те, пичӗпе минтер ҫумне лӑпчӑнса, чӗрине капланса килнӗ туйӑмсене парӑнасшӑн мар пулса тем пек тӑрӑшсан та, чуна аптратакан темле тӗлӗнмелле вӗри куҫҫульпе макӑрса ячӗ. Вӑл тӗрӗксен Текийӑ текен пуян ялӗ витӗр тухрӗ. Вӑл ҫӑраҫҫисене илсе кӗсйине чиксе хучӗ те кӗлетсем патнелле тухса утрӗ. Хутман кӑмакара сӗт майлӑ темӗнле шӗвекпе тултарнӑ чӳлмек ларать. Иккӗшӗнчен пӗри пулӗ ӗнтӗ: е вӑл хӑй чӗрине лӑплантарӗ, ӗ пӗтӗмпех унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлса кайӗ. Никита тенкел ҫинчен тӑчӗ те, шӑппӑн, анчах васкасах сад кӗтессине, беседкӑна кайрӗ. — Ҫур кун кӑна ҫитет-ха эпир унтан тухни. Хӑлхана ҫӗмӗрсе уланӑ сасӑ та таҫта кайса лӑпланчӗ, ҫӗр ҫинче каллех шӑплӑх пуҫланчӗ. — Кашкӑрсем тарчӗҫ! — тесе ячӗ Роберт. — Пулӗ те, — терӗ ӑна Гленарван, лӑпланакан шавӑн сассине итленӗ май. Эс ан пӑшӑрханса тӑр, хӑвӑртрах сывалассу килсен. Пӗтӗм Дон ҫарӗ, сурӑх кӗтӗвӗ пек, Новороссийскра кӗпӗрленсе тӑрса юлчӗ, генералсем епле?.. Чӳлмек ҫинчен вара калама та хӑратӑп, — терӗ вӑл, сехри хӑпса тухнӑ ҫын пек. Устенька арҫынсене тата тепрер стакан ӗҫтерчӗ те иккӗшинпе те чуптурӗ. Суд сессийӗ пуҫланать. Вӑл йӑсӑрланакан шухӑшсене пӗлменни, вӗсене вӗрсе вӑйлатманни авантарах. Пан пӗлес тет пулсан, эпӗ Андрий вӗсем патне мӗншӗн каҫнине те калӑп». Тӗрӗссипе, ку ят Гленарваншӑн паллӑ ят. Халь ҫеҫ Мускавран юлташсем килчӗҫ. — Мӗнле те пулсан ан ҫаклантӑр, — терӗ Оленин. Дмитрий мана нимӗн те каламарӗ, мӗншӗн тесен хӑй пӗр пытармасӑр каласа панине хирӗҫ эпӗ вӑл яланах сиввӗн пӑхакан ҫутҫанталӑк ҫине кӑтартса ответлени ун кӑмӑлне хуҫрӗ пулмалла, чунне уҫса парасси ӑна ҫӑмӑл пулмарӗ ахӑр. Темиҫе минутран монастырь картишӗнче тупӑсем кӗрӗслетме тытӑнчӗҫ, хулара снарядсем ҫурӑлма пуҫларӗҫ. — Пӗлместӗп, — терӗ Том шӑппӑн. Ман шутпа, ку ӗҫ пысӑка тӑрас пек туйӑнчӗ. Анчах эпӗ хама крепостьрен ниепле те яманнине пӗлсе, тарма шут тытрӑм. Зина мана пӗрмай ыттисенчен ытларах кӑмӑл турӗ, хӑй ҫумӗнчен ямарӗ. («Юрату» сӑмаха Берсенев сасартӑках каламарӗ.) Игнат Маякинсем патне кашни кунах кӗрсе тухнӑ, ачи валли вылямаллисем илсе пынӑ, ӑна алли ҫине илнӗ, лутӑрканӑ, анчах хӑш чухне кӑмӑлсӑррӑн, чунӗ пӑшӑрханнине аран ҫеҫ пытарса, ҫапла та каланӑ: — Мӗн эс ҫакӑн пек мукка? — Юрать, капитан! — терӗ Гленарван. — Пуласси пирте. Вӗсем ешӗл урамсемпе утаҫҫӗ. Ҫула май вӗсен ушкӑнӗ пысӑклансах та пысӑклансах пырать: ӑсатакансем хутшӑнсах пыраҫҫӗ. Ҫук, ҫав коммунистсене сирпӗтсе антарма «союзниксем» пулӑшмасан, хамӑр халлӗнех эпир нимӗн хӑямачӗ те, пӗр япала та тӑваймӑпӑр. — Мӗн эсӗ? — ыйтрӗ вӑл унран. Хӑна, сысна какайӗ ярса пӗҫернӗ купӑста яшки ҫинӗ хушӑра, хӗрарӑмсем пуртан, ҫанталӑк ҫинчен, хӑйсемпе пӗрле службӑра пулнӑ ҫынсем ҫинчен калаҫкаларӗ. Ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн, вӑл радиоприемник умне пырса ларчӗ. Турӑ пулӑштӑрах вӗсене. Вӗсен куҫӗ умӗнче ытармалла мар ҫутҫанталӑк. Мӗн пулчӗ сире? Астуса юлнӑ та манман! Унтан вӑл сасартӑк малалла ыткӑнса вӗресе тӑракан юр пӑтти ӑшӗнче ҫухалчӗ. — Том! Акӑ мӗн шухӑшланӑ вӑл: «Ку ӑна тавернӑна кучченеҫсем пара-пара янӑ хайхи хӗр пулмалла. Калӑн, ҫамрӑксем ирчченех савӑнма хатӗр. Вӑхӑт вӗҫет, эпӗ акӑ хама ҫав хамӑр пӗлӳсене тӗрӗсленӗ Аэромузейри вуламалли залрах куратӑп. Стенана тӳрех ҫамкапа — кӗррӗс! Дегтяренко Алексей пичӗ ҫине тепӗр хут ним те ӑнланмасӑр пӑхса илчӗ. Судьясем хыҫӗнче, питҫӑмартине шухӑшлан шӑлкаласа, хула пуҫӗ — мӑнтӑр, тӗреклӗ арҫын ларчӗ; унтах дворянсен пуҫлӑхӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ, мӑн сухаллӑ, хӗрлӗ питлӗ, пысӑк та ырӑ куҫлӑ ҫын тата кӗске сӑхман тӑхӑннӑ, темӗн пысӑкӑш хырӑмлӑ вулӑс старшини ларчӗҫ, — хырӑмӗ пысӑк пулни старшинана хӑйне те вӑтантарчӗ пулас, вӑл ӑна пӗрмаяхсӑхман аркипе витме тӑрӑшрӗ, анчах та тумтир арки текех шӑва-шӑва анчӗ. — Ай! — кӑшкӑрчӗ вӑл сасартӑк, темиҫе пайӑрка тӑпӑлтарса илнине курсан. — Мӗн туса хутӑм эпӗ? — Мӗнле маттур, мӗнле ырӑ кӑмӑлла индеец! — тесе ячӗ Гленарван. Хулари садри пек: туясем, тростиксем, стэксем, темсем… Император аллине патак илсе ҫӗртен кӑшт ҫӳлӗрех горизонталле тытать те ӑмӑртакансене черечӗпе е патака ҫӳлӗрех тытса ун урлӑ сиктерет, е аяларах тытса ун айӗн кӑларать. Ромашка малтан хам сӑмах пуҫласа калаҫасса ӗмӗтленчӗ. Кунти ҫанталӑк… — тесе ученый чарӑнчӗ. — Мӗскер! Ӑста та тӑнлӑ пулнӑшӑн ӑна орден членне илнӗ, унтан священник ятне панӑ. Миҫе хуҫа патӗнче пурӑнтӑм пулӗ, пурте вилсе пӗтрӗҫ, анчах эпӗ — сывӑ-ха. — Эсир мана хӑвӑр дачӑра пурӑнма сӗнетӗр-и? Ӑна хирӗҫ тухмалла та ялавсене унӑн урисем патне хумалла иккен! Выртатӑн ҫапла нимӗҫ йывӑр снарядсемпе ҫунтарать, тӑпрапа хутӑш хура тӗтӗм пӗлӗтелле сирпӗне-сирпӗне ҫӗкленет. Ӑҫтан ыратать? — Ӑҫта кайрӗ вӑл? Боцман пулнӑ ҫын вӑкӑрсемпе лашасене хӑй суйласа илнӗ лайӑх ҫыран ҫине кайса тӑлларӗ. Эй, турӑ! — Вӑл ӗҫ тахҫанах пулнӑ-ҫке-ха. Джемма хӑранипе хуралса кайнӑ куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те Артур умӗнчен майӗпен каялла чакрӗ. Унӑн пичӗ мӑйне ҫыхнӑ тутӑр пекех шуралчӗ. Ах, ҫав вӑхӑта каялла тавӑрма май килнӗ пулсан! Унӑн арӑмӗ чӳрече витӗр ним хускалмасӑр пӑхса ларчӗ, анчах Никифорыч будка алӑкӗ хыҫӗнче курӑнми пулсанах, вӑл хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнса, хыттӑн чӑмӑртанӑ чышкине алӑк патнелле тӑсса, йӗрнӗ шӑлӗсем витӗр ҫав тери вӑйлӑ тархӑпа каласа хучӗ: — У, ватӑ стерва! Сакӑр уйӑх хушшинче паттӑр пек хӑтланакансене вӑл пайтах куркаланӑ, анчах та кун пеккине курманччӗ-ха. Вӑл ман сӑмаха итлемесӗрех минтер илсе килчӗ, диван ҫавракисене хывса илчӗ, мана вырттарчӗ. Анчах эпӗ Савкӑна кӑларатӑпах. Хӑй енчен старик экспедици ӗҫне ӑнса пытӑр терӗ. Пурте тахҫанах пӗтнине, манӑҫа юлнине курах ӗнтӗ эпӗ ун патне шӑнкӑртаттарса пӑхма шутларӑм, мӗн пулать те мӗн килет тесе ҫепӗҫ те хамӑн ӑшӑма вӑркатман сӑмахсем шыраса хутӑм. — Халӗ эсӗ мансӑр та ҫитетӗн ӗнтӗ, эпӗ вӗҫтертӗм, мӑнӑн вӑхӑт ҫук! Тоня Павела куҫкӗски умне илсе пырса, кулса каларӗ: — Мӗншӗн сирӗн ҫӳҫӗр сапаланса тарать. Остап ҫураласса та ҫапӑҫса чаплӑ ӗҫсем тума ҫуралнӑ тейӗн. — Ҫӗннисем тӑрӑх ҫав. Манӑн вӑрттӑн ӗмӗтӗмсем ҫапла кӗтмен ҫӗртен хӑвӑрт ҫитнишӗн эпӗ савӑнтӑм та, шиклентӗм те; ҫапах эпӗ хам именнине палӑртмарӑм, малтанласа хам пӳлӗме вӗр-ҫӗнӗ сюртук тӑхӑнма, галстук ҫакма кӗтӗм: килте эпӗ курткӑпа, ҫухаллӑ кӗпепе ҫӳреттӗм, — вӗсем мана йӑлӑхтарнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑн пек хӗҫпӑшалланнӑ ула халӑх ушкӑнӗ пуҫтарӑнни мӗне пӗлтернӗ-ши? Ну, тетӗп, хамӑн сӑн-питпе эпӗ часах турӑ судне лекетӗп!.. — Е хӑратрӑм-им сире? Эпӗ ӑнланатӑп, сирӗн юратнӑ Назанскийӗре каҫарма та пулӗ, вӑл ҫухалнӑ, пӗтнӗ ҫын, анчах сире мӗн тума-ха ҫакӑ? — Давыдов юлташ, ӗнентерсе парӑрсам! Ух, мӗнле хускалчӗ унӑн чунӗ ҫав япаласем ҫинчен шухӑшласа илсенех! Анчах хӑвӑртрах каяр-ха, Дубкова илме те кӗрсе тухмалла пулать. Хӑюллӑнах калама пултаратӑп: сатирӑллӑ хаҫат кӑларма цензура нихҫан та ирӗк парас ҫук. Хытӑ та типӗ чӗлхе, якатмалли хут евӗрлех унӑн питне сӑтӑрса чӑмласа илчӗ. Бретань вӑрманӗсем мӗн пулса тӑнине ӑнланса илме те йывӑр: вӗсем нумай халӑх пурӑнакан пысӑк хуласем пек. Берсенев ун патне ларчӗ те кӗрлеттерсе ячӗ. Леш ращара… О, савнӑ тусӑм! Ҫамрӑк ача чӑнах вӑранчӗ. Кайма тивет кунтан». Унтан Мересьев аэродрома таврӑнчӗ те тӗттӗм пуличченех, юлашки самолёта линейка ҫине кустарса кӗртсе ҫӗре винтӑласа лартнӑ штопорсем ҫумне вӗренпе кӑкарса лартичченех, самолётсем мӗнле вӗҫнине, ку вӑл тренировка туса зонӑсем тӑрӑх ҫаврӑнни мар, чаплӑ ассен ӑмӑртӑвӗ пулас пек шутласа, сӑнаса тӑчӗ. Фома ҫакна асӑрханӑ: шыв лӑпкӑн хумханса тӑнӑ, чӑпаррӑн курӑннӑ, ыратнӑ пек чӗтрене-чӗтрене илнӗ. Ружӑна Стоян калать: «Ружа, илтнӗ пул мана, Кунӑма хӗрхенес ҫук, Тӗнче маншӑн савӑк мар, Маттур нихҫан йӗрес ҫук. Ӗлӗкхи астрономсене вӑл вӑхӑтра вӗсен йӑхӗсем ҫӑлтӑрсем ҫинчен тата нумай пӗлӗҫ-ха тесе каланӑ пулсан, вӗсем, тен:— Ку фантази! — тесе ответленӗ пулӗччӗҫ. Пурте ерҫмеҫҫӗ… — Ку аван: хут пӗлекен ҫын тӑтӑшах чӑрмантарать. Мӗншӗн судри сторож алӑкӗсене уҫӑ тытать?» Ӑслӑ ҫынсем унта мӗльюншарӑн шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫивӗч те. Кораблев Воротниковски урамра пӗр хутлӑ флигельте пурӑнать. Ҫурчӗ унӑн дача евӗрлӗ, веранда пур, чӳречисем хупӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен кашни мӗн чухлӗ пурлӑх ӗҫсе янипе гулять туса пӗтернине шутласа кӑларма та ҫук, тепӗр ҫынна ку пурлӑх виличчен пурӑнма ҫитнӗ пулӗччӗ. Том мухтанса сумах чӑтлӑхӗ ӑшнех кӗрсе кайрӗ. — Акӑ вӑл! Темле майпа вӑл хӑйӗн тепӗр ӗҫне те усӑллӑ ӗҫ тесе шутлать-ха — темле Хекерт адмирал патӗнче ӗҫленӗ иккен вӑл. Ҫавӑнпа та сирӗн мана ӗненмелле, эпӗ тӳрех калатӑп, ҫак ҫӗршыв пире сахал мар кучченеҫсем хатӗрлесе тӑрать. Ивинӑн тата аристократсен ушкӑнӗпе (вӗсене пурте ҫапла калатчӗҫ) эпӗ туслашаймарӑм, мӗншӗн тесен, хам халь аса илнӗ тӑрӑх, эпӗ вӗсем умӗнче хама ютшӑнуллӑн та тӳрккес тытрӑм, вӗсене хӑйсем пуҫ тайнӑ чухне кӑна пуҫ тайрӑм, манпа паллашни вӗсене, ахӑртнех, кирлех те пулман. — Кам вара вӑл? — Чуптар, Кастро! — тенӗ Морис тӳсеймесӗр. Апат ҫине хыҫҫӑн Изот: — Эсӗ, Михайло Антонов, ан васка, лайӑххи вӑл — час пулмасть. — Кимми ҫук, — куҫарса пачӗ тухтӑр. Хӑйӗн тумтирӗнчен шыв шӑпӑртатать. Хамӑр та пӗлетпӗр, ухмах! Эсир ӑнланатӑр-и, эпӗ мӗн ҫинчен каланине, мистер Стумп? Унсӑрӑн вӗсем сана кышласах яраҫҫӗ… Эсир кӑвак лаша ҫине утланнӑ хӗрарӑма тӗл пулмарӑр-и вара? Ман шухӑшпа, ҫул ҫӳрес тесен, кунтан лайӑхрах фургон тӗнчере те пулма пултараймасть. Шутлӑр-ха: ҫул ҫинче кустарса ҫӳрекен тата ӑҫта кирлӗ ҫавӑнта чарӑнса тӑракан пӳрт вӗт ку! Мӗлки ҫаплах шуса пырать-ха. Ӗне тата ҫын-и-ха вӑл? Юриех акӑ, сире тарӑхтармах, поручик тӑваҫҫӗ ӑна. Акӑ, эсир ӑна ҫырусем парӑр-ха, сестра. Санӑн ҫак шухӑшсене пӗтӗм Раҫҫейри хаҫатсенче пичетлесе кӑларӗҫ», тетӗп ӑна. Доктор, ыр сунатӑп сире. Фома калаҫнине Ежов тимлӗн итленӗ, вӑл юлташӗн кашни сӑмахне виҫсе шайлаштарнӑ пек пулнӑ, ҫакна пула, Фома хӑйне кӑмӑллӑн туйнӑ. Вӑйлӑ магнитлӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнче пӗтӗм Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче кӗске хумлӑ радиосем ӗҫлеме чарӑнаҫҫӗ. — Вӑратрӑм пуль? Часах уйӑрӑлса кайрӗҫ. Павел кепкипе сулчӗ те хула еннелле чупрӗ. Чӑх евӗр силленкелесе илсе, Ольга: — Пирӗн чӳречесене ватса тӑкрӗҫ тир-сӑран тӑвакансем… — Хӗрарӑм ӗҫӗ мар! Ҫапла сехет, икӗ сехет иртрӗ, вӗсем ҫаплах стена ҫумӗнче комиссара кӗтсе тӑраҫҫӗ-ха. Унӑн тем пӑшӑлтатакан тутисем патне павӑшка пӗшкӗнчӗ. Манӑн, авӑ, сан пирки ҫакӑн пек шыв-шурта кунта тухса килме тиврӗ. Ну, ну, чипер тӑр, — тенӗ Миките, кухарка упӑшки илсе килнӗ ҫӗнӗ сӗлӗ улӑмне ҫуна ӑшне чиксе. — Э! — А пирӗн пӗчӗк Роберт? Ылтӑн кимӗсем аялтан-аялтанах вирхӗнсе вӗҫеҫҫӗ, вӗсен ҫунаттисен мӗлки шӑва-шӑва юлать, пуҫӗсене каҫӑртса сӑн-питсем кулаҫҫӗ, ҫерем ҫинче, чечексем ҫинче шыв пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Хурах ӗҫӗ ирхине ирех пуҫланса кайрӗ. Анчах хуҫана эпӗ ытла чӑлахах мар пек туйӑнчӗ пулмалла. — Корытов ман ҫинчен ҫыру ҫырса янӑ-и? — Хресченсем! Ҫапла мар-им? Тыткӑнрисене, сӑнчӑрламан пулсан та, тарма кансӗр пулнӑ пулӗччӗ. Манӑн шухӑшпа эпир кашни ҫекундрах 40 метр хӑвӑртлӑхпа хӑпаратпӑр; ку минутра 2400 метр е сехетре 144 километр пулать. Хальхи вӑхӑтра пире пӗр хӗрарӑма шыраса тупма хушнӑ-ха, майрана. Сылтӑм куҫ хупанкинчен ҫӳлерех темскер хыттӑн чиксе илчӗ. Халӗ, фашизмӑн пӑтранчӑк хумӗсем рабочи класӑн социализмлӑ юхӑмне элеклесе вараланӑ чухне, цивилизацилӗ тӗнчен чи лайӑх ҫыннисен демократиллӗ туртӑмӗсене пылчӑкпа ҫӑрӑнтарнӑ чухне, — ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗ фашизма хирӗҫ айӑплакан, социализма тата демократие ҫӗнтереес ҫукки ҫинчен калакан, актӑ пулса тӑрать. Талькав ытлашши сатурланнӑ кашкӑра вырӑнтах персе ӳкерчӗ. Капланса килнӗ кашкӑрсем каялла сиксе ӳксе, картаран пӗр ҫӗр утӑмра чарӑнчӗҫ. Эпӗ вилсен, ҫурт хыҫӗнчи раща варрине кайӑр та ҫавӑнти сӑрт тайлӑмне йӑлтах чавса тухӑр. Эпӗ ӑна хирӗҫ вӑрахчен нимӗн тавӑрса калаймарӑм, эпир вара, алӑсенчен тытнӑскерсем, пӗр-пӗрне куҫран тӳп-тӳррен, тарӑннӑн та хаваслӑн пӑхса, пӗр чӗнмесӗр тӑтӑмӑр. Ну-с, ҫапла… Халӗ ак сирӗн умра роза шӑрши кӗрекен мускат. Вӑл лӑпкӑ пулни тата хӑйне ҫав тери ҫирӗппӗн тыткалани амӑшӗн чунне ӳпкев пек пырса тиврӗ. Вара кайрӑм. Часах ак кинемей кӗлетрен ӗхлетсе тухрӗ, ҫине вӑл таткаланнӑ пускӑчлӑ авалхи йӗнер ҫӗкленӗ, йӗнерӗ ҫинче пистолетсем чикмелли сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сӑран йӗнӗсем пур, тахҫан хӑмач тӗслӗ пулнӑ пӑхӑр тӳмеллӗ ҫурӑмсарлӑхне ылттӑнпа тӗрсе ҫӗлетнӗ. Хӑвалӑр, негрсем! Санин запискӑна хӑвӑрт ярса илчӗ, вуласа тухрӗ. Кусем — чӗрӗ куҫсем, чӑннипех те ҫын куҫӗсем! — Ах, Дмитрий Никанорович, эпӗ халь мӗн тӳссе ирттернине тӳсме турӑ ан хуштӑрах сире… Сирӗн хӑвӑрӑн тимӗрҫсем пур пулӗ? Хам хуҫампа пӗрле тухнӑ ытти гуигнгнмсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн эпӗ кимӗ ҫине лартӑм, вара ҫырантан уйрӑлса тинӗселле ишсе кайрӑм. Ӑслӑ кӗнекесенчех те ҫырнӑ-ҫке вӗсем ҫинчен. — «Кунтан инҫе-и?» Таҫта инҫетре кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнет, — йывӑр та пушӑ пичкесене вырӑнтан вырӑна кустараҫҫӗ тейӗн. — Ҫӑраҫҫисем пысӑк сӗтел ҫинчи рак хуранӗ ӑшӗнче выртаҫҫӗ, пӗлетӗн-и?.. Ҫилле илнӗ граф хӑйӗн шанчӑксӑр арӑмне вӗлерме хушса ярать. Сентресем ҫинче тата Маша апат хатӗрлекен сӗтел ҫинче — тирпейлӗ, тап-таса. Паганель картта ҫине пӑхрӗ те, ку сӑмах утравӑн сӑрт-тулӑ пайӗнчи, Окленд провинцийӗн кӑнтӑр кӗтесӗнчи кӳлӗн ячӗ пулнине пӗлчӗ. Вӑл мӗскер хӑтланасса эпӗ ӑнлантӑм, анчах нимӗн те каламарӑм, паллах. — Сана намӑс пулма кирлӗ, Лу. — Ара. — Илсе килтӗм, ак, ан йӗрӗнӗр. Ҫав сысна портретне ӳкерет; эпӗ унӑнне мӑйне пӑратӑп-ха, вӑл, путсӗр, манӑнне сӑлӑпсем ҫинчи пӑтасене йӑлтах кӑларса пӗтернӗ. Упӑшки пуя та, ревматизмпа аптӑрать. Ҫак кунсенче Давыдов правленире мӗн пурӗ те пӗр хутчен кӑна пулчӗ. Авӑрланипе авӑрламаннине пӗлес тесе, ун ӑшне шомпол чиксе пӑхрӑм, унтан пӑшала ҫарӑк тултарнӑ пичке ҫине майлаштарса хутӑм та, хам пички хыҫне вырнаҫса, пӑшала атте ҫине тӗллерӗм. Ҫӗнӗ юлташ пурне те кӑмӑла кайрӗ, анчах та Мересьева ҫак майор хӗрарӑмсене ытлашши юратни, вӗсем ҫинчен нимӗн пытармасӑр хавассӑн калаҫса ларни ҫех килӗшмерӗ. Лех подполковник, Олизар ӑсатса пынӑ май, ырханкка йӑм-хура лашипе малалла хускалчӗ. Пурӑнӑҫ мана сывлӑхшӑн кӗрешес фронтра хӗстерсех пырать. Йывӑрлӑх хыҫҫӑн йывӑрлӑх ҫитсе ҫапать. Ун чух, ҫуркунне, Атаманчукова колхозран кӑларнине илтсен, Половцев ӑна ҫӗрле хӑй патне чӗнтерсе, хӑйӗн пысӑк янахне хӗссе тытса, ӑна ҫапла каланине пӗлмен, пӗлме пултарайман ҫав Давыдов: «Мӗн тӑватӑн эс, сӗтӗрӗнчӗк? Эпӗ ӑнтан кайма пултаратӑп, ун чух вара — кашкӑрсем, хӑлатсем…» Вӑл, аллисене малалла тӑсса, хыпашласа пырать. Вӑл хӗтӗртсе тӑнипе Таранакинчи ҫулпуҫ хӑйӗн округӗнчи мӗнпур йӑхӗсене хӑй тавра пӗтӗҫтернӗ; тепӗр ҫулпуҫӗ Вайкатора чӑн-чӑн «Ҫӗр лигине» туса хунӑ, вӑл вара ҫӗре сутмалла мар тесе туземецсене ӳкӗте кӗртнӗ. Цивилизациленнӗ ҫӗршывсенчи пекех, туземецсем ӗҫе митингсемпе пуҫланӑ та пӑлхав пуҫарса янипе пӗтернӗ. — Лӑплантар йыттусене, ҫӗр ҫӑтманскерсене! Халь ак мана ҫакна каласа пар: пӑлхарсен азбукине кам тунӑ? Эпӗ ӑна хамӑн юнланса пӗтнӗ хӗҫе кӑтартрӑм, унтан хӗҫе сӑхман аркипе шӑлса тасатрӑм та каллех йӗннине чикрӗм. Эпӗ халиччен ҫул ҫинче курнӑ тӗрлӗ япаласем ҫинчен шухӑшланӑ пирки, малашнехи ӗҫсем ҫинчен мансах кайнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ эпӗ пит шухӑша кайрӑм. — Мӗскер эсӗ! — терӗ вӑл. — Ӑрӑмҫӑ усал сывлӑшсене чӗнсе илме пултарать, вӗсем вара сана самантрах касса ваклӗҫ, «анне» тесе кӑшкӑрса юлма та ӗлкӗреймӗн. Урӑхла каласан, куҫса килнисем. Каланӑччӗ ӗнтӗ, Дика ҫук сынсене пулӑшакан общество пӑхса ӳстернӗ. Пӗррехинче эпӗ бульварпа пыраттӑм та, хам виҫесӗр савӑнӑҫа, Лушина тӗл пултӑм. — Кӑна йышӑнатӑп, — терӗ Гленарван, — Патагонецсене мӗнле каламаллине пӗлместпӗр тейӗпӗр, анчах вӗсен пӗвӗ пирки тӑракан ыйтусенче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук тесен, пирӗн Паганель тусӑмӑр ӗненессе шанатӑп эпӗ. Питӗ аван вӑл! — Мӗн суятӑн эсӗ? Ҫакна та выставкӑна леҫме сӗнетӗн-и? Ун пек телей пӗрре ҫеҫ пулать: вӗҫертсе ятӑн-тӑк — пӗтрӗ вара. Тетка нимӗн ӑнланмасӑр, хӳрине выляткаласа, хуҫи хыҫҫӑн утнӑ. — Алло, сеньор! — тенӗ хакале хуҫи, ҫын сассине илтсен, пӑртак тӑна кӗрсе. Эсир пӑхмашкӑн пит илемлӗ те, анчах унӑн чи усал тӑшманӗ пулма пултаратӑр. — Нимех те мар!.. — кулса каланӑ Фома. Ҫав ҫынсем час-часах, хӑйсен чеелӗхӗпе намӑссӑрлӑхне пула тата пӗр сыпӑкран тепӗр сыпӑка хӑпарса пырса, хӑйсен хуҫисем вырӑнне кӗрсе лараҫҫӗ. Ку вӑл яланах вӗсем хаҫат вуланӑ каҫсенче пулатчӗ. Географӑн ахаль ҫеҫ мар каланӑ хӗрӳ сӑмахӗсем итлесе ларакансене пӗтӗм чӗререн хумхатса илчӗҫ. Пӗри те вырӑнта юлмарӗҫ, кашни унӑн аллисене чӑмӑртама ӑмӑртмалла васкарӗҫ. — Пӗлетӗп эпӗ. Пирӗн атте унта! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт Грант, карттӑ ҫинчен куҫӗсене илмесӗр. «Вырӑс» юланутҫӑсем лашапа епле ҫӳренине унӑн, ватӑ казачкӑн, пӗлмеллех пулнӑ ӗнтӗ… Уйӑх сӑрт хыҫӗнчен хӑпарнӑ. — Эпӗ ӑна хӳшше кӳртменшӗн ҫеҫ. Эпӗ, ҫӑвара ҫурма таран карса, кӑштах сывларӑм. Куҫҫуль-и? Килти тусӗ пӳрт умӗнче кулянса ларнӑ, хӑйӗн ҫулҫӳревҫӗ тусӗ кайнӑ еннелле пӑхнӑ. — Эсир килӗшместӗр-и? — кӑшкӑрса ячӗ Негоро. Морис хӑй килӗшнине ак ҫапла палӑртрӗ: йӗнер ҫинчен вӑр-вар сиксе анса, хӑй лашине Зеб Стумпа тыттарчӗ те пӑч-пӑч чӑпар мустанг патӗнче аппаланма пуҫларӗ; унтан вӑл ҫынсенчен ҫул пама ыйтрӗ. Кашни кун тенӗ пекех анекдотсем калама юратакан Вайман пӗр-пӗр киревсӗр анекдот каласа пама хӑтланать, анчах ӑна ҫийӗнчех Мартӑпа Корчагин икӗ енчен кастарма тытӑнаҫҫӗ. Хам аслӑ командир пулас пулсан, нимӗҫсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, хамӑн чи лайӑх ҫарсене пухӑттӑм та вӗсен умне хӗрарӑм кӑларса тӑратӑттӑм. Анчах нимӗҫсем шарламаҫҫӗ. Ҫак сӑмаха хирӗҫ Софрон нимӗн те чӗнмерӗ, сухалне ҫеҫ шӑлкаласа илчӗ. — Любишкин хӑйӗн хура ҫӗлӗкне атӑ кунчи ҫумне шарт ҫапса илчӗ те Давыдов патӗнчен паланран та хӗрлӗрех сӑн-питпе тухса вӑркӑнчӗ. Эпӗ пыраттӑм, вӑл пӗчӗк тачка аллине мана мӑнаҫлӑн кӑнтарса паратчӗ те калатчӗ: — Сыв пул ыранччен! — Анчах унта пӗр йӗрки пӗтӗмӗшпех ҫитмест вӗт-ха! — тесе хирӗҫлерӗ майор. Утӑ, типнӗ курӑк шӑрши, кая юлса ҫурӑлакан чечексен шӑрши кӗрет, анчах ҫав шӑршӑсем питӗ ҫӑра, ытлашши пылак, ачаш туйӑнаҫҫӗ… Вӗсем ӑна ӑҫта пытарнине халӗ пӗлместӗп-ха эпӗ. Анчах, мул хамӑр алӑра пулсан, эпир пӗтӗм утрава ухтарса тухса, карапа каллех хамӑр алла илетпӗр. Эпир пӗр-пӗрне унта ҫеҫ курма пултаратпӑр… — Анчах, — терӗ хӗр. — Ан тив, хӑй сывӑ кайнӑшӑн турра кӗлтутӑр, — терӗ Лукашка кулса. Сирӗнсӗр пуҫне, эпӗ урӑх кунта никама та курмарӑм. Манран килнӗ пулсан, эпӗ дюфина ирӗке кӑларса янӑ пулӑттӑм. Эпӗ тухтӑра хам пата чӗнсе илтӗм те ненецсене пӗр ҫӗре пуҫтарма хушрӑм… Тен, унта унӑн хӗрӳлӗхӗ чакнӑ пулӗччӗ. Тускуб ӗҫлевҫӗсен кварталӗсене сирпӗтсе аркатать. Ылтӑн ҫӗвӗҫӗсем салтакшӑн пӗр-пӗтӗм пулнине кура, эпир хамӑрӑн хӗрпе мухтанаттӑмӑр. Ҫамрӑк тымар-ҫимӗҫпе ешӗл курӑкран пӗҫернӗ лайӑх шӑршӑллӑ шӳрпе, ӑшаланӑ ҫупахпа пӑтӑ, вӑйлӑ самӑртнӑ килти кӑвакалпа ҫумӑр курӑкӗ — спаржа — илсе килсе пачӗҫ. — Сирӗн ӗнтӗ материал нумая пухӑнчӗ пуль, доктор? Чӳречерен уйӑх ҫути кӗрсе вӗсен сарӑ та кӑвак пичӗсене, путнӑ ҫӑварӗсене, тӗтреллӗ те ҫурри хупӑ куҫӗсене, тӑсӑк сӑмсисене ҫутатса тӑнӑ… Шунӑ май сылтӑм аллин пӳрнисемпе нӳрлӗ тӑм ҫине тӗрӗнсе, вӑл:— Мӗнле вӑл «япала пуҫтарма»? Вӗсем, Давыдова пӗр сӑмах чӗнме те памасӑр, пурте пӗр харӑс, пӗр сасӑпа шавлама тытӑнчӗҫ. — Кӗтмелле пулать, вӗсем каллех таврӑнса килеҫҫӗ ак. — Халӗ ӗнтӗ ирччен канма та пултаратпӑр. Эпир халӗ ӑна тупӑкпа илсе кайнине куртӑмӑр. — Рогаль, — терӗ старик. Унтан тарӑхнипе пӑшалне ҫӗре пӑрахрӗ те хӑйне хӑй кӑвак сухалӗнчен лӑскама тытӑнчӗ. — Ҫакӑнта тӑнӑ! Пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлса кайрӗ те, Николай Артемьевич тухрӗ. Ҫук, вӗлернӗ. Пуп ачана хӑлхинчен ярса тытрӗ те ӑна коридора чышса кӑларчӗ, хыҫӗнчен алӑка хупса хучӗ. — Эпӗ халӗ сан пекех пысӑк, — тет пылчӑкпа та юнпа вараланса пӗтнӗ Виль. — Хамӑр юлташсемшӗн текех пӑшӑрханмастӑп ӗнтӗ, — терӗ Гленарван. Ыран-паян шыв вӑрринчи португал ялӗсене ҫитме ӗмӗтленнӗ тертленсе пӗтнӗ ҫынсемшӗн мӗнлерех пысӑк инкек ку! Лукашка тӑчӗ те папахине кӑшт ҫӗклерӗ. — Эй, Степаныч! — кӑшкӑрчӗҫ чул хӳме ҫинчен старике. — Мӗн эс!.. — А капитан?.. Ахаль — мӗн? Кам пуринчен та лайӑхрах ҫиет? Ры-ы-ык! — Колчо! — кӑшкӑрчӗ тухтӑр алӑка уҫса. Унтан пирусне тивертрӗ те комиссара: — Эсӗ, Доронин, кай, эпӗ кунта юлатӑп. Зевс вӗсем енне ҫиҫӗм пӑрахнӑ та, Фаэтон вилсе урапи ҫинчен ӳкнӗ. Казаксем часах икӗ юланут пынине уйӑрса илчӗҫ те лӑпкӑн уттарса тӳрех вӗсем ҫине кайрӗҫ. Старик ҫыпҫӑнакан лапра ӑшӗнчен хӑйӗн вӑрӑм шалчине, шыв айӗнче ҫитӗнекен симӗс курӑксен ҫипписемпе каркаланса пӗтнӗскере, аран-аран турта-турта кӑларать; шурлӑхри лили чечекӗн ҫаврака хулӑм ҫулҫисем те кимме малалла кайма кансӗрлеҫҫӗ. Юлашкинчен эпир хӑмӑшлӑха ҫитрӗмӗр те, пуҫланчӗ вара пирӗн хаваслӑ ӗҫ. — Мӗн эсӗ мана колхоз ҫинчен каласа тӑратӑн?! Эсир аппа хитре те, ӑслӑ та иккенне маннӑ пулас, тата… уйрӑммӑнах сирӗн, Аркадий Николаевич, кун пек сӑмаха, ҫитменнине, ҫавӑн пек тимлӗн сӑн-питпех каламалла марччӗ. Оленин ун патне пычӗ те ӑна тем каласшӑн пулчӗ, анчах та унӑн сасси татӑлчӗ. — Мӗн хаклӑ саншӑн, этем-и? Район центрне каҫа юлса таврӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем, ҫак калаҫӑва вӗҫлес тесе, ыран тӗл пулма калаҫса татӑлчӗҫ, анчах, яланхи пекех, калаҫса пӗтереймерӗҫ, вара ҫӗнӗрен, иккӗмӗш хут пӗр-пӗринпе тӗл пулма сӑмах пачӗҫ. Чӑнах та, чернил савӑчӗ темле сухаллӑ пуҫ пек, пепельници — хӗреслетсе хунӑ авалхи алса пек, сухаллӑ пуҫ ӑшӗнче чернил пур, Николай Антоныч перине чернилпа пуҫас тесен, ҫав богатырь пуҫӗ ӑшне чикнӗ ӗнтӗ. Иккӗмӗш кухни тӗрӗс-тӗкелех пулас, мӗншӗн тесен унӑн экипажӗ ларкӑч ҫинче лӑпкӑн ларса пырать, пӗрремӗш кухня таврашӗнче тӗрмешекеннисене интересленсех сӑнать. Паллӑ та юратнӑ музыка илтӗнсе кайсанах, унччен хӑйсен лутра пуканӗсем ҫинче пӗр туйӑмсӑр ыйхӑласа ларакан хӗрарӑмсем пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, кулкалама пуҫларӗҫ, ачасем, хӑйсене пӑрахса, музыкант патнелле хӑюсӑррӑн утма тытӑнчӗҫ. Е ыттисем пекех сӳпӗлтетместӗр-и эсир? Ӑна больницӑна кайса леҫнӗ, кунта Людмила пулчӗ, вӑл сире унта хӑй патне чӗнет… Кунти хысак хула крепоҫӗн тӗреклӗ те шанчӑклӑ вырӑнӗ пулса тӑрать темелле, ахаль мар ку тӗлте тӑпра купаласа хӑпартнӑ вала лутрарах тунӑ тата ун урлӑ гарнизон та курӑнмасть. Хӑшпӗр лапчӑкран вӗсем тӑруках пилӗк-ултӑ теҫетке ҫӑмарта тупа-тупа кӑларчӗҫ. Ун пуҫӗ тӑрринче — арлекин йӗмӗ пек, тӗрлӗ тӗслӗ татӑкпа сапласа пӗтернӗ сунчӑк, мӑйран ҫакнӑ лупа, сӑмси ҫинче — ӑна илемлетекен куҫлӑх. Халиччен хӑйне юланутпа ӑста ҫӳреме пӗлекен ҫын тесе шутлакан Муромски лашине чарман, вӑл хӑй ӑшӗнче тӑшманпа калаҫасран хӑтӑлнӑшӑн савӑннӑ. Апат-ҫимӗҫе вӗсем король шучӗпе ҫитерсе усрарӗҫ, хӑйсем манпа ялан кӑмӑллӑ калаҫрӗҫ. Ун патне горничная кӗчӗ те ашшӗ ӑна амӑшӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмне чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ… Океан хумӗ ҫапса йӑлтах салатиччен карап ҫине хӑпарса пӑхмалла. Хӑй ятне илтсен, йытӑ пуҫне ҫӗклерӗ те: — Мантан мӗн пӗлесшӗн-ши? — тесе ыйтнӑ пек, йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Улӑштармалла-и? Сӑн-пичӗ унӑн ухмахла савӑнӑҫпа тулчӗ. Эпӗ ӑна урӑх юратмастӑп, — Ҫук, Том, эсӗ юрататӑн. Юратнине эсӗ ху та пӗлетӗн. Эпӗ пӳлӗмсенче пулнӑ чухнех сӑмавар ахаль чухнехи пек мар, темле кӗрленине илтрӗм, кухняна пырса кӗрсен хӑрасах ӳкрӗм: сӑмавар пӗтӗмпе кӑвакарса кайнӑ та, урайӗнчен ҫӳлелле тапса сикес пек, чӗтренсе ларать. Йӑвашӑнах пурӑнатӑп, ачам, а вӑл мана темле улпут пек кӑшкӑркаласа ҫеҫ тӑрать. Эпир ун хӗрне шыратпӑр та. — Акӑ мӗн, синьор: эсӗ пирӗн патра инструктор пулса юлмӑн-ши? — Юрамасть, эппин? — ассӑн сывласа илчӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, ура ҫине тӑма хӑтланса. — Ҫапла, эпӗ сӑмах патӑм, ӑна пурӑнӑҫа кӳртеп тесе тупа тӑватӑп, — терӗ Джон Мангльс. — Ан хӑрар, падре. Сӑмавара унта илсе пыма каларӑм… Артур хӑйӗн асне килнӗ пӗрремӗш сӑмаха каларӗ те, тарӑн шухӑша кайса ларчӗ. Ытти боецсем те хӑйсен вырӑнӗсене тӑчӗҫ, вӗсем хӑйсен винтовкисене хӑвӑрт кӑна бруствер ҫине хурса пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илнине курсан, Андрей чухласа илчӗ: ҫурри тӗттӗм блиндажра чух вӗсем хӑранипе асапланатчӗҫ пулсан, халь апла мар ӗнтӗ, ун вырӑнне вӗсем ҫӗнӗ туйӑм ҫуралнӑ: халь ӗнтӗ вӗсем ҫапӑҫу ыйтнӑ пек пурӑнма та, хастаррӑн ҫапӑҫма та хатӗр. «Св. Мария» экспедицийӗ ҫинчен те пӗр сӑмах хушманччӗ-ха, анчах эпӗ пӗлеттӗм-ҫке Николай Антоныча: манран хӑранипе ман пата пычӗ те вӑл. Акӑ хӑй вӑл, манӑн юратнӑ штурман Билли, хулӗ айӗнче аякка курмалли труби, турӑ пиллетӗрех ӑна! «Тепӗр тесен… мӗншӗн юрамасть-ха?» — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Пӑрахутпа ярӑнма кайма нумай тархаслаттармарӑм эпӗ. Асаплантарасса асаплантармаҫҫӗ, теҫҫӗ… — Хи! — терӗ Егор, ун ҫине тинкерсе пӑхса илсе. Платформа ҫинче сӑран пальто тӑхӑннӑ Александров полковник — Женя ашшӗ тӑрать. Катя кравачӗ умне ҫитсе ӳкрӗм те, вӑл мана «Миша», терӗ. Ҫӗмрен кантӑк пек яка та ҫутӑ пултӑр тесе, вӑл ӑна ҫӗҫӗпе тата хӑйӑрпа нумайччен якатнӑ. Ҫӗмрен варрийӗ хулӑн та йывӑр пулнӑ, унӑн вӗҫӗсем ҫинҫелсе пынӑ. — Паллах, ҫук! — тавӑрса хунӑ тырӑ йышӑнакан. Фомка ҫакна ӑнланаймасть… Эсир куратӑр ӗнтӗ — эпир пӑлхавҫӑсем мар! Нивушлӗ унӑн лаши шӑрӑхран тӑнне ҫухатрӗ, е унтан та хӑрушӑрах, ӑна уяр аҫи ҫапмарӗ-ши? Вӑрӑ-хурах! Эсӗ хӑвах итле: юрату… мӗнле вӑйлӑ, мӗнле хӑватлӑ сӑмах! — Бригадӑна кайрӗ. Сирӗлӗр ӗнте туршӑн та, командира иртме парӑр! — Чимӗр-ха, Иван Николаевич… — тарӑхса кӑшкӑрнӑ Ухтищев. — Ку вӑл — ҫӗр ҫуллӑха! Матене типӗ курӑксенчен вӗретсе тӑваҫҫӗ те, уҫӑлтарать тесе, улӑм пӗрчипе ӗҫеҫҫӗ. Мана мӗншӗн ҫапмаллаччӗ-ха? Кӗтмен ҫӗртенех ача килнипе тӗлленнӗ Мюльреди каллех хӑй вырӑнне кайрӗ. Анчах Давыдов ним те курмарӗ; вӑл, табакӑн пӗр тӗпренчӗкне те ҫӗре ӳкерес мар тесе, питӗ тӑрӑшса пирус чӗркерӗ. Ҫыру та ҫырмасть вӗт, акӑ мӗн тарӑхтарать! Петӗр ҫитӗнсе Ардальона ҫӑлма тухса карӗ, анчах лешӗ ӑна хӗнесе тӑкнӑ. — Эпӗ вара аван хатӗрленнӗ! Ну, пичче, хӑвна ыталама, ырӑ ҫул сунма ирӗк пар та, пирӗн пата хӑвӑртрах тавӑрӑн! Вӗреннӗ сӑмахсене каламашкӑн ҫӑмӑлтарах пултар тесе, эпӗ хам вӗреннӗ пур сӑмахсене те акӑлчан алфавичӗпе йӗркерен ҫырса пытӑм, вӗсем тӗлне ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине куҫарса ҫыртӑм. Пирӗн ӗҫӗ ҫапла: яланах праҫник тума май ҫук, пуринчен ытла чӑнах та хӗлле канмалла. Вӑл — ирсӗр ҫын иккен. — Тепӗр ҫур сехетрен каятӑп, — терӗ вӑл Ольгӑна. Сӗм-тӗттӗм ҫӗр варринче ҫак ӑнсӑртран тӗле килнӗ вӑйлӑ ҫутта камӑн курма ӑсӗ ҫитнӗ-ши? Анчах ҫапах та, кунта Ганс сулӑ тунӑ сӑмсаха палласа илетӗп пек туйӑнать мана. Вӑл пӗчӗк ҫыннӑн сиксе вӗрекен сӑмахне чӗмсӗррӗн итленӗ, ҫав сӑмахӑн тупсӑмне ӑнланма тӑрӑшсах та кайман, кама хирӗҫ каланине те пӗлесшӗн пулман, вӑл мӗн пурӗ те сӑмахӑн вӑйне анчах ҫӑтса ларнӑ. Тухса утрӗҫ. — Ҫутӑра куратӑп хайхи: унӑн, Ҫӑрттанӑн ӗнтӗ, ҫамкине хыр турпасӗ пырса тӑрӑннӑ… пуля чӳрече янаххинчен турпас сирпӗтсе янӑ иккен те лешӗ Ҫӑрттанӑн ҫамкине тӑрӑнса ларнӑ иккен, тирне шӑтарнӑ, а вӑл, ухмах, ӑна пуля тесе шутланӑ та ҫӗре йӑванса кайнӑ. Ку мӗн вӗренме панине каламаллине пӗлтерчӗ. Ыйӑх ҫинчен шутлама та кирлӗ пулман: вӑл хай ҫывӑрса каяс ҫуккине пӗлнӗ. — Вуланӑ. Мӗн вара? Малалла пӑх — ав унта йӗплӗ кактуссем, уҫланкӑ хӗрринчех, куратӑн-и? — Ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пекех куратӑп. Пӑхӑр-ха, мӗнле ҫаврӑнкалать вӑл! — Ирӗк сирӗн, анчах Лиза Муромская пӗрре те ман кӑмӑла килмест. Хуҫалӑха вал тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлнӗ, кашни япала ҫинчен ыйтса пӗлчӗ вӑл, кашни япала интереслентерчӗ ӑна; кашни сӑмахнех вӑл кирлӗ ҫӗрте каларӗ. Тепӗр тесен, епле-ха пырса тӗкӗнмест? — Ну, курӑпӑр, малтан кунтан тухар-ха. Вӑл та ватӑскер. Вӗсем Морис Джеральдӑн хӳшши патне тавӑрӑнма шутламарӗҫ те. Кун хыҫҫӑн чӗнмесӗр ларчӗҫ. Паллах, эпӗ унпа тавлашмарӑм, анчах арбуз йӑкӑртма май пур чух тӗрмери ҫынна мӗнле пулӑшмалла-ши тесе пуҫ ватса ларма кирлӗ маррине лайӑх ӑнлантӑм. Ҫенӗкре вӑл чейнике йӑвантарса ячӗ, урай варринче ҫунса ларакан ҫуртана сӳнтерсе хӑварчӗ. Хӑвалӑр вӗсене! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ улпут хӗрарӑмӗ, ҫиленнипе питне-куҫне те чалӑштарса. Юлашкинчен, сехет вунинкӗ ҫапсанах, пысӑк тӑхтав пулчӗ, Том Бекки Тэчер патне чупса пычӗ те ӑна хӑлхинчен шӑппӑн ҫапла каларӗ: — Шлепкӳне тӑхӑн та киле кайнӑ пек пул; унтан, кӗтес тӗлне ҫитсе, ыттисене пурне те хӑвӑнтан малалла ирттерсе яр, хӑв тӑкӑрлӑкалла пӑрӑн та кунталла ҫаврӑнса кил. — Сывӑ пултӑр вырӑс рабочийӗ! — илтӗнчӗ янӑравлӑн кӑшкӑрни. Нимӗҫсем персе ҫитсен — вӑл пӗтет. Лавҫӑ урапа ҫинчен анчӗ, балахон аркине пуҫтарса, чӑпӑрккине атӑ кунчи ӑшне чикрӗ, ятлаҫма тытӑнчӗ. Княгиня мана унпа паллаштарчӗ, пирӗн хурӑнташ, терӗ вӑл, чей ӗҫрӗмӗр; хӑнасем нумай пулчӗҫ, пурте пӗрле калаҫса ларчӗҫ. Вӑл Энскра юлнӑ хӑйӗн икӗ тусӗпе ҫыру ҫӳретет те хӑй ҫырӑвӗсене ӑҫта ҫитнӗ унта пӑрахса ҫӳрет, вӗсене вара кашниех вулатчӗ, хӑнасем пырсан, вӗсем те пулин вулатчӗҫ. Килелле кайнӑ чух вӑл пӗр минутлӑха Лукерья Бояркина патне кӗрсе тухрӗ. Гамбургра пире чысласа пысӑк савӑнӑҫпа чаплӑ праҫник турӗҫ. — Ҫапла, сударыня, — терӗ Толине. Вӑл, упа ҫине сиксе ӳксе, ӑна вӗлерме шут тытрӗ. Кил хуҫин каҫӑр сӑмсаллӑ хӗрӗ, пичӗ-куҫӗ тӑртаничченех макӑрнӑскер, алӑк ҫумне таяннӑ та, арҫури пекех ҫухӑрса йӗрет. — Нумая ваннӑ-и? Темиҫе чечек илсе таврӑнсан, Алексей вӗсене вазӑсемпе сӗтелпе пианино ҫине лартрӗ те, хӑй те симӗс кресло ҫине канлӗн вырнаҫса ларчӗ. Вӑл чарӑнчӗ те хӑйӗн тапак пӗтсе сӳннӗ чӗлӗмне тултарма тытӑнчӗ; эпӗ, ҫӗрелле пӑхса, чӗнмесӗр лартӑм. — Тинӗс урлӑ каҫса кайма кимӗ кирлех те мар, тусӑм, пӗр лайӑхрах, ҫирӗп сулӑ та ҫитет. Тахҫан ку ҫул тӑрӑх Хӗвеланӑҫ Европӑпа тӗп ҫыхӑну тытса тӑнӑ. Тепӗр тесен, чӑн та, мӗн шухӑшласа кӑларнӑ вӑл? — Ан ухмахлан! — тет ӑна Павел. Чунӗ ыратнине кӑштах та пулин лӑплантарас тесе, вӑл тата пикенерех ӗҫлеме тытӑнчӗ. Николай Петрович йывӑррӑн сывларӗ кӑна: вӑл ку сӑмахсем кама тивнине чухлаймарӗ те. — Эпӗ санпа килӗшетӗп, шӑллӑм, анчах малтан сак ҫӗнӗ шӑтӑка пӑхса тишкермелле: пусмасем кирлӗ пулмаҫҫӗ-и? Курӑк тата йывӑҫсен ҫулҫисем тусанпа хупланнӑ ҫулсемпе тӑварлӑ вырӑнсем ҫаралса юлнӑ та хыттӑн янӑраса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ҫав тери вӑтаннипе никама та пуҫ таймарӑм; Лушин тухтӑр шӑпах мана садра ним хӗрхенмесӗр намӑслантарнӑ хура ҫын пулчӗ иккен; ыттисене палламастӑп. — Лиговская княгиня ҫуртӗнчен, — терӗ вӑл питех те мӑнкӑмӑллӑн. Исландец ерипен пуҫне сулласа, пичче ҫинелле лӑпкӑн кӑтартрӗ те:— Мaster, — терӗ. — Ан васка, — кулса илчӗ Андрей. Пыратӑп эпӗ Шашкина ятлӑ яла. Пӑхӑр-ха, тинӗс шывӗнчи минераллӑ япаласем ӗҫленипе кӗленче ҫинче мӗнле сийсем хытса ларнӑ. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен вӑл хӗҫҫине йӗнӗрен кӑларса хӑйӗн умне сӗтел ҫине хуратчӗ; хӑйӗн шухӑшӗ ӑшне путса тата аташнӑ пек пулса, ҫынсене вуҫех тенӗ пекех асӑрхаймастчӗ. Вӑл ӑна хӑй плащӗпе витрӗ. Манӑн кунта вилес пек ҫывӑрас килет! Ҫывӑратпӑр-и, майор? — Эсир нимӗн те ан калаҫӑр, ку — сире усӑллӑрах пулать… Сехет цифрине ҫутӑ тӗлне тытса пӑхнӑ та хӑйне хӑй те шанман… Цека ӑна ӗҫрен хӑтарса, Тӗпсоцстрахран пенси ҫине куҫарма ыйтрӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем ватӑ моряк мӗншӗн тӗлӗнсе кайнине ӑнланаймарӗҫ. Том Аустин лӑпкӑн кӑна калани вӗсене хӑйсене ҫав териех тӗлӗнтерсе ячӗ. — Анчах «Дункан» хӑвӑр хушнипе ҫакӑнта ҫӳрет вӗт, сэр! — терӗ Том Аустин. Вӑл сана государь тесе йышӑнмасть пулсан, унӑн сан патӑнта хӳтӗлӗх шырамалли те ҫук, вырӑна хурать пулсан, мӗншӗн вӑл Оренбургра ку таранчченех санӑн тӑшманусемпе пӗрле ларнӑ? — Ку чӑнах та тӗрӗс мар-и? Иккӗмӗшӗ июлӗн 1-мӗшӗ кунӗнчен пуҫланса каять). Унӑн сасартӑк, ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫакса, алла туя тытса, ҫулсем тӑрӑх, вӑрмансемпе ялсем витӗр таҫта ҫитиех каясси килчӗ. Килсе чарӑннӑранпа та вӑл ман ҫине пӗр хут кӑна пӑхса илчӗ: темӗнле вӑл канӑҫсӑрланса пӑхать, ӑшӗнче хаяр кӗрешӳ пынине кӑтартса пӑхать. Анчах ку вӑхӑтра пирӗн бурсак хӳме урлӑ пит ӑнӑҫлах каҫса каяймарӗ: ыйӑхран вӑраннӑ сторож ӑна ураран тытса вӑйлӑнах лектерчӗ, чупса пынӑ тарҫӑсем вара ӑна урамра тарса хӑтӑличчен чылайччен тӳпкеме ӗлкӗрчӗҫ. Пӑван йывӑррӑн сывласа ячӗ. — Ара, шухӑшласан, эпӗ халӗ те пуян. Пӗлтерӳ патӗнче ҫеҫ пысӑках мар ушкӑн тӑрса юлчӗ. — Кил-ха, кунта, — терӗм эпӗ хуралта тӑракан салтака, — тӗрӗсле те пӑшална, ҫав йӗкӗте ут ҫинчен антарса пар-ха мана, — пӗр тенкӗ кӗмӗл илӗн. Ҫапла каласа вӑл мана питҫӑмартинчен хытах ыратмалла чӗпӗтрӗ, эпӗ ҫакна ачашлани вырӑнне йышӑнни кӑна мана кӑшкӑрса ярасран хӑтарчӗ. Урамсенче юнлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ. Ку унӑн ӗҫӗ. Ҫунакан танк хӑй ҫинчи ҫулӑма сӳнтерме хӑтланнине пӑхса тӑнӑ пирки, Матвей Юргин пӗр хушӑ ҫапӑҫу хирӗнче мӗн пулса иртнине асӑрхаймарӗ, — салтак вӑл яланах ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче хӑй ҫывӑхӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине кӑна курать, ӑна та пулин уйрӑммӑн ҫеҫ, пиҫсе хӗрелсе кайнӑ куҫ тӗлне ӑнсӑртран пырса лекнӗ картинӑсене ҫеҫ курса юлать. Чекари ӗҫ унӑн нервисене ҫав тери ывӑнтарса ҫитерет. Анчах, тепӗр тӑватӑ кунтан, Наталья Фоминишна хӑйӗн ҫийӗнче пурри ҫинчен пӗлтернӗ. «Палицӑна хур! шуйттан пукани, халех палицӑна xyp! Эс пире текех кирлӗ мар!» кӑшкӑрнӑ ушкӑнри козаксем. Сӑрт тавра нимӗҫсен ҫӗмрӗк те ҫунӑк танкӗсем лараҫҫӗ. Киле таврӑннӑ хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен, ман пата Корнуэльсран «Ырӑ Шанчӑк» ятлӑ виҫҫӗр тонна водоизмешениллӗ пысӑк карапӑн командирӗ капитан Вильям Робинсон килчӗ. Патшалӑхсемпе патшасем пулнӑ, вӗсенчен, пушхир тӑрӑх иртекен ҫилӗнни пекех, нимӗнле йӗр юлман. Старике вӑл персональнӑй пенси пирки ӗҫ ҫӳретӗп тесе сӑмах панӑ иккен, Нюта ҫине те куҫ хывнӑ-мӗн, унӑн сӑмсине те ӗнтӗ! — Эпӗ хам Гальвей ҫынни те, мана ун ҫинчен калама хӗн. Анчах пӗр ҫур сехетлӗхе Фелим патӗнче хӑнара пулма килӗшетӗр пулсан, эсир ӑна хӑвӑр та куратӑр. — Сулӑ, — терӗм, — сулӑ тума та ҫӑмӑл ӗҫех мар, эпӗ кунта курмастӑп… — Эсӗ курмастӑн, Аксель, анчах тимлӗрех пулсан, илтнӗ пулӑттӑн. Парти ялхуҫалӑхне коллективизацилесси, яла ҫӗнетсе урӑхлатасси ҫинчен питӗ паллӑ решенисем йышӑнма хатӗрленни ҫинчен Корчагин унран пуҫласа илтрӗ, вӑл ун пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе ларчӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ килти ҫын-ҫке». Кам йӑмӑкӗ тетӗр? Ҫакна ҫирӗплетсе калани шухӑшламасӑр хӑтланни пулӗччӗ. Хӑш чух эп ҫывӑрнӑ вӑхӑтра та ачху тӑватӑп. Закройщик арӑмӗ кайичченех ман хуҫасен хваттерӗ айне пӗр хура куҫлӑ ҫамрӑк дама хӗрачипе тата янтар мундштукпа пӗрмаях пирус туртакан кӑвак пуҫлӑ амӑшӗпе пӗрле пырса вырнаҫрӗ. Ҫав хирӗҫӳччен Вавжонӑн пурте ҫитетчӗ-ха, ӗҫӗсем ӑнса пыратчӗҫ. Мӗншӗн-ха ачасене юратнӑ амӑшӗсӗр тӑратса хӑвармалла? Вӑл миллион-миллиона пӗтернипе ҫеҫ ертӳлӗхне сыхласа хӑварассине пӗлет. — Унӑн иккӗллӗ ятне манмалла пулман ман! Сӗтел ҫиттине туртса антарчӗ, кран айне витре лартрӗ те, щетка тытса, ҫӳп-ҫап купине алӑк патнелле шӑлса кайрӗ. — Эпӗ санпа калаҫатӑп-ҫке. Халӗ ҫеҫ вӗлерме хатӗр кӗвӗҫ Отелло пулнӑскер, сасартӑк шкул ачи ҫеҫ пулса тӑтӑм… Николай Антоныч хӗрсех каймасӑр, ҫапах та пӗтӗм чӗринчен Кораблева сывлӑх сунчӗ — чуптумарӗ вӑл, аллине кӑна пачӗ. Ку шухӑша Давыдов ҫавӑнтах пӑрахрӗ. Вӑл советлӑ обществӑн класлӑ составӗ ҫинчен калать. Николай, аллипе куҫӗ умӗнче сулкаласа, ҫирӗппӗн:— Эпӗ шӑршӑ пӗлетӗп, — терӗ. Эсир хӑвӑра ӑслӑрах пек кӑтартма, хӑвӑр ирӗкпе плансем тума ан шутлӑр! Анчах матроссенчен пӗри мана чӑрмантарчӗ, вӑл эпӗ тарма тӑни ҫинчен капитана пӗлтерчӗ, капитан мана хамӑн каютӑна питӗрсе лартма хушрӗ. — Итле сире, ухмахсене! Атя аяла анса пӑхар, унта пӑртак эсир юратнӑ мононгахельски вискине тупаймӑпӑр-ши. Европеец-агентсем (ытларахӑшӗ — португалсем) хӑйсен ҫӗршывӗнчен кӑларса янӑ йӑх-яхсем, ирсӗр ӗҫ тунӑ киревсӗрсем, каторгӑран тарнӑ е чура карапӗсен ҫакса вӗлересрен хӑтӑлнӑ унчченхи хуҫисем пулнине ӑнланса илме йывӑрах мар. — Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ ытла та хаяр пуласшӑн мар, — терӗ малалла Джеймс, Артур питех те хытӑ ывӑнса ҫитнине курнипе ҫемҫелсе. — Часах тӑма та вӑхӑт. Сап е Теплиц курортне каймасӑрах эпир ӑна тӑраниччен ӗҫме пултартӑмӑр. Тӗлӗнтермӗш ҫак скульптурӑна ӳксе арканнӑ колоннада ишӗлчӗкӗсем хупӑрлаҫҫӗ. Мӗнпе ҫапӑҫас тетӗн? — терӗ Юргин. Апрельти пӑлхану вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ача майлӑ пулчӗ, киленсе юратнӑ вӑхӑтра пуҫланчӗ те, амӑшӗ ӑна ҫуратнӑ чух пӑвса вӗлернӗ пек пулса тухрӗ. Ытти урамсенчипе танлаштарсан, кунта пӗтӗмпех урӑх япаласем куҫа курӑнса тӑраҫҫӗ: мӑръесем, ҫӗтӗк кипке татӑкӗсем, шуратнӑ япала хупписем, кӑларса пӑрахнӑ тем пысӑкӑш ҫӗмрӗк каткасем. Кашниех хӑйӗн юрӑхсӑра тухнӑ ӑпӑр-тапӑрне урама кӑларса пӑрахнӑ, иртен-ҫӳрен вара вӗсем ҫине пӑхса савӑнма пултарнӑ. Ҫамрӑк мар, яшлӑхна тахҫанах ирттернӗ, аннӳрен те, ҫынсенчен те вӑтанма вӑхӑт мар-и? Ҫавӑн ҫинчен аса илсен, унӑн кӗлетки халӗ те сӑрӑлтатма тытӑнать, тӑнлавсенче юн тапма пуҫлать, вӑй-халӗ те хутшӑнма тытӑннине туять вӑл. — Юрӗ, ҫӑва патне ӑна, — килӗшрӗ Окунев. Ҫитменнине хӑй те менелникҫӗ-ха тата. Эпӗ хам пурнӑҫа хумашкӑн ҫеҫ пултаратӑп!.. — салхуллӑн каласа хучӗ Кандов. Индеецсемсӗр пуҫне, ҫав ним айӑпсӑр юна кам тӑкма пултарӗ-ха? Вӑл ковчегӑн хрусталь кӗленче витӗр курӑнакан причаҫ ҫине пӑхрӗ. Эпӗ вуласа пӗтертӗм, вӑл кӗнекене илчӗ, ун ятне пӑхрӗ те, хулхушшине чиксе каларӗ: — Кӑна тата тепӗр хут вуламалла! Ҫуркунне кӗрлесе ҫитрӗ. Корчагин хулана таврӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Туссем малалла утрӗҫ, вӗсем хӗллехи ту илемне пӑхса савӑнма вӑхӑтран вӑхӑта чарӑнкаларӗҫ, анчах сӑмах-юмах пулмарӗ. Вӑл чарӑна пӗлмесӗр сухалне тӑрмаклать, куҫӗсене васкавлӑн мӑч-мӑч хупкалать, тутисене вылятать. Вара ҫакӑ пурнӑҫ-и? Йывӑҫсем кӗрлесе хумханма пуҫларӗҫ. — Сире чӑнах та ҫула май пулсан… — Сирӗн, Риварес, каҫхине пирӗн патӑмӑра кӗрсе тухма вӑхӑт пулмӗ-и? — ыйтрӗ Риккардо, вӗсене алӑк уҫса. Тен, вӑл чӑнласах та ҫавнашкал пулнӑ пуль; анчах Оленина вӑл, унӑн пит-куҫӗ ырӑ кӑмӑллӑ тата чипер пулин те, калама ҫук кӑмӑллӑ мар курӑнчӗ. Унталла каякан сукмак йӗтӗн хирӗсен хушшипе авкаланса пырать. — Шуйттан пӗлет-и тен, тӗнчере мӗн пулса иртнине .. пуҫ ҫаврӑнать… колбасса та, хӑпарту та мар, ҫынсене пӑрахаҫҫӗ иккен миххе!» Тӳрӗ чунпа кӗлтумастӑп Темиҫе кун хушши эпир хуласенче чарӑнма хӑрарӑмӑр, вӗҫӗм анаталла ишрӗмӗр. Ун асӗнче тӗтреллӗ асаилӳсем вӑранчӗҫ, вӑл ҫумӑра, ҫиле, юра асне илчӗ, анчах ҫак ҫил-тӑвӑлра вӑл хӑй мӗн чухлӗ утнине, икӗ кун хушши-и, икӗ эрне-и — вӑл ӑна-кана чухласа илеймерӗ. Колчо сӗм вӑрманти чӑтлӑхри пек тӗттӗмре аташса та кайрӗ. — Эп шутланӑ тӑрӑх, эсир кунашкаллине ӗҫме хӑнӑхман пулмалла, — хушса хучӗ вӑл. Халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫынсем ӗлӗк-авал тӳпене витӗр курӑнакан тӗнче тӑрри тенине пӗлетӗн. Австралин ҫыранӗсем ҫывхарасса пурте ӗмӗтленсе тӑраҫҫӗ. Ӗмӗтленни шанӑҫпа улшӑнчӗ. Вӑл ҫавна та туймарӗ. — Экспедици Парижран 1837 ҫулта кӗркунне тухнӑ та Квито урлӑ 1838 ҫулхи апрель уйӑхӗнче иртнӗ. Грант капитан шӑпи те унӑнни пекех тӗлӗнмелле. Морилене хӑйӗн «Перувианка» карапӗ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ ҫӗртех тыткӑна илнӗ. Вӑл 1846 ҫулта пулнӑ. — Пус эс ҫак ӑнман автана! — канаш пачӗ вӑл Аркашкӑна. — Лейтенант юлташ! — терӗ Андрей, Юргина аслӑрах звани мар, кӗҫӗнрех звани панӑ пек, кӑшт тытӑнсарах тӑрса, хуллентереххӗн, анчах ҫавӑнтах тата хытӑраххӑн малалла ыткӑнчӗ. Пӑван чӑлах аллипе куҫне хупласа ҫемҫе тенкел ҫумӗнче тӑракан пӗчӗкҫӗ сӗтел хӗррине таянса ларать. Вут умӗнче, кӑвакрах кӗл ҫинче, котелоксем лараҫҫӗ. Вӗсенче шыв хӑмпӑланса ҫаврӑнать. Кӗркунне йывӑҫсем тӗрлӗрен улшӑнаҫҫӗ. Хама арестлеме ирӗк панӑшӑн эпӗ хама ухмах тесех шутлатӑп. Ҫакӑ япала часах пӗтсе ларӗ. Ҫилленнипе шурӑхса кайнӑ Давыдов картла вылякансем патне сиктерсе пычӗ те хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Ку — ӗҫ-и?! — Тархасшӑн, ан ыйтӑр… — Эсир манпа сывпуллашма килтӗр-и? — терӗ Николай Петрович ӑна хирӗҫ тӑрса. Алексей ун ҫине, амӑшне манса кайсах, ытарайми юратуллӑн пӑхса тӑнӑ, ӑна вӑл ҫак иртнӗ ултӑ е ҫичӗ ҫул хушшинче нихҫан та манман пек, ҫак тӗлпулу ҫинчен ӗмӗтленсе пурӑннӑ пекех туйнӑ. Пӗчӗк кӑна парне… Устин лашисене урапа тӗлӗнче чарчӗ. Хӑпарса ывӑннӑ хыҫҫӑн Уиткомбпа Лупер тинӗс шывӗнчен тӑватӑ пин фут ҫӳллӗшӗнче юр ҫине выртса ҫӗр каҫнӑ. Тахҫанах минӑсенчен тасатнӑ ҫуртсем ҫунма тытӑнаҫҫӗ. Сирӗн приключенисем пирки тусусем ытла та тӗлӗнсе каймалла каласа параҫҫӗ. Джек Лондон калавӗсенчи пекех, — терӗ. Тепӗр кун ирхине пӗтӗм мӑнастирте ҫакӑн пирки ҫеҫ сӑмахларӗҫ. Тӗрлӗ политикӑллӑ партисен ирӗклӗхӗ ҫинчен калас пулсан, ку тӗлӗшрен эпир кӑшт урӑхларах пӑхатпӑр. Савӑнӑҫлӑ пит-куҫлӑ Лукашка, чавсисемпе чӗркуҫҫисем ҫине таянса, патак татӑкӗ чутласа ларчӗ. — Пур, Аркадий, манӑн урӑх сӑмахсем те пур, анчах эпӗ вӗсене каласа памӑп, мӗншӗн тесен вӑл романтизм, нӳнекеленсе каясса пӗлтерет. «Ҫывӑртӑм. Ҫук, мана нимӗнле хӗрарӑм та астарман, мана пурнӑҫ хӑй пӑснӑ; пӗрисем аскӑнлӑха саккунлӑ, сывлӑхшӑн усӑллӑ япала тесе шутланӑ, теприсем — ҫамрӑк ҫынна йӑпанмалли меслет вырӑнне хунӑ, ҫутҫанталӑкра ҫапла пулмалла та, уншӑн каҫармалла, тенӗ. Итле мана — каяр кунтан! Иккӗшӗ те ҫӑвар карма юратаканскерсем, ӗҫре те начар козаксемех мар. Хӑйсен умӗнче ҫак ҫеҫенхирте пурӑнакан индеец мар, ют ҫӗршыв ҫынни, ҫак аякри кӗтессенче сахал мар тӗл пулакан шанчӑксӑр ҫапкаланчӑк тӑнине Дик Сэнд пӗрре пӑхсах ӑнланчӗ — ку чӑнах та ҫапла пулчӗ. — Мӗн каласси пур кунта? Епле тӗлӗнмелле!.. Ӗҫе татӑклӑнах малалла ямалла! Унтан вӑл рифсем хушшипе, тӑвӑр проливсенчен аран-аран тухкаласа малалла шурӗ, ҫул ҫинчи тенкеле аяккинелле тӗртсе ячӗ, икӗ арча хушшипе шуса тухрӗ, пӗр хулӑн хут купи ҫине пӗр енчен упаленсе улӑхрӗ те, хӑйӗн кӗрен ӳтне кӑтартса, тепӗр енне аялалла йӑваланса анчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин вара уҫӑ тинӗсе, тӗрӗсрех каласан, пӳлӗмӗн тепӗр пайне ҫитрӗ; кунта урай таса, нимӗн те купаланса выртмасть, уншӑн нимӗнле хӑрушлӑхсем те ҫук. Хӑмӑр хумсемпе витӗннӗ шыв, кӑпӑка ӳксе, тарӑхса, ҫиле хирӗҫ тытамаклӑн ҫапӑҫса талпӑннӑ. Пурте ӑна платниксен мастерскойне кӗрсе ҫавӑнтах ҫӗр каҫма шутланӑ пуль тесе шутланӑ. Пӗрле пурӑнакан ҫын ҫухалнипе пӑшӑрханнӑ Половцев ҫӗрӗпе куҫ хупмарӗ, тем пек хумханчӗ, тултан кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сасса та тимлесе тӑнларӗ. Вӗсем час-часах уйрӑм харсӑр ҫынсем пуҫарнипе пулаҫҫӗ. «Мӗнле мӗн? Эсӗр хӑвӑрна пӗрле масара мӗн те пулин илсе пынӑччӗ-и? — Ӑна пур ухмах та пӗлсе тӑрать. — Хам ҫинчен! Вӗсем иккӗшӗ те шӑпланчӗҫ. Тепре куриччен! Мана вӑл ҫапла каларӗ: «кай та рыцаре пӗлтер: мана астӑвать пулсан, вӑл ман патӑма килтӗр, астумасть пулсан, сана ман ватӑ анне валли татӑк ҫӑкӑр патӑр, мӗншӗн тесен, эпӗ анне хам ҫумрах вилнине курасшӑн мар. — Пулма пултарӗ, — ӑҫтан пӗлес? — шӑп ҫавӑн чух, тен, ҫитсе кӗрӗр те эсир юмахрилле киленӗҫ пурнӑҫа. — Пит аван! Темиҫе самант меслетсӗр вӑраххӑн иртнӗ… Ҫак сӑмахсене вӑл час та часах каларӗ, вӑл каланӑ чух ҫав сӑмахсенче темле пурне те ҫавӑрса илекен, чӗрене тивекен шухӑш пулчӗ… …Акӑ ӗнтӗ ҫав кӗтнӗ кун — Майӑн Пӗрремӗшӗ ҫитрӗ. Эпӗ вӑрҫӑ валли мӗн тунӑ? Хамӑннисем те вӑрҫаҫҫӗ. — Турӑ сире уншӑн ырӑ тӑватех, — мӗн калассине, мӗн тӑвассине пӗлмесӗр, хушса хучӗ вӑл полякла. Малицӑна эпӗ, кӑштах чӗркуҫҫинчен ҫӳлерех ҫыхса хутӑм та, ун ӑшне ура-аллӑмпа кӗрсе лартӑм. Казбич ӑна тӗкӗнсе те пӑхмарӗ, ӳпне ӳкнипех вӑл вилнӗ пек выртрӗ. — Мӗн каласан та, вӑрҫӑ пӗтсенех хӑйӗн ҫарне пӑхма патша Аршава пырать, отставка ямасан та бессрочнӑя яраҫҫех ӗнтӗ. Тепӗр вунӑ минутран, ҫыруне вӗҫлесе, вӑл сӗтел хушшинчен тухрӗ, куҫӗсем ун куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, сӗтел хушшинчен тухрӗ те, хӑй пӗлнӗ пек молитвӑсене хӑй ӑшӗнче кала-кала (Никита умӗнче молитвӑсене хыттӑн вуласа турра кӗлтума именчӗ вӑл) тумланма тытӑнчӗ. Ҫитменнине тата пӗччен пулсан та, вӑл сана ҫывӑхарах ярса хаплаттарма пултарнӑ». Анчах Макарпа калаҫса татӑлма пулать-и вара? — Пӗлсе тытатӑп-и эпӗ хама, Вера? — терӗм эпӗ ун умӗнчен иртсе кайнӑ чух. Анчах комендант кил хушшинче вут чӗртме хушмарӗ-ха… Анчах вӑл ӑна тирпейлӗрех ҫурса илесшӗн тем чухлӗ тӑрӑшрӗ пулсан та, чалӑшшӑн ҫурса кӑларчӗ: гравюрӑн сулахай енӗ пӗтӗмпех кӗнекере юлчӗ, тепӗр ҫуррине вӑл Жоржеттӑне пачӗ. Халӗ вӑл вырӑнлӑ пулать, — эпир часах кунтан каятпӑр та, пире укҫа кирлӗ. Тахӑшӗ ӑна урамран, хӳме витӗр, кӑшкӑрать: — Алексей Витаминыч, ырӑ ҫын пулӑр-ха: Шустов иртсе кайнине курсанах, ӑна района чӗнни ҫинчен пӗлтерӗр! Ромашов вара хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче сехӗрленӗвӗн чӗтревлӗ хумӗсем йӑркама тапратнине туйса илчӗ. Половцев ҫав пӗчӗк каткан хӗррине пырса тӗренчӗ. Карточкине пӗрле илсе каяр: эпир ӗнтӗ хӑш еннелле каймаллине пӗлетпӗр, ӑна халӗ кактус ҫинчех хӑварсан, усси пулмӗ. — Ну, сывпул, аттеҫӗм, — терӗ Ерошка мучи. — Сирпӗтес Тускуба! Хӑй ҫав хушӑрах калаҫса тӑракансем хушшинелле хӗсӗнкелесе кӗчӗ. Офицер сӗтел патӗнче Монтанелли портретне пӑхса тӑрать. Одинцова хӑйне темӗнле хытӑ тытсан та, тӗрлӗ тӗшмӗшсенчен темӗнлех ҫӳлте тӑрсан та, столовӑя кӑнтӑрлахи апата пырсан канӑҫ пулмарӗ ӑна. Мӗншӗн эсир мана кунта илсе килтӗр? Ачасем вут-хӗм сирпӗтекен тар тултарнӑ патаксем йӑтса чупаҫҫӗ. Пӳлӗм чӳречисем пӗчӗк, чӳрече кантӑкӗсем ҫаврака та тӗксӗм, уҫӑлакан кантӑкне ҫӳлелле ҫӗклемесӗр вӗсем витӗр тулалла пӑхма та ҫук, — кун пек кантӑксем халӗ авалхи чиркӳсенче ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. Нимӗҫӗсем вара, машинӑсене пӑрахса, мӑн ҫул айккисенелле сапаланса автоматсенчен пеме тытӑннӑ. Синопа! Нимӗн те кирлӗ мар тата ӑна! — Ҫаплах, ҫӗр ҫинчи евӗрлех, вунтӑхӑр градус та хӗрӗх икӗ минут хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнать. Кӗтмен ҫӗртен, сасартӑк, э? Ӑҫта пӑхнӑ унтах тата, юр сыхланса юлнӑ ҫӗрте, вилесем выртаҫҫӗ. Ҫавӑнта пӑхса тӑракан Лещинскийӗн ывӑлӗ — Виктор револьвере кӳршӗсем, пуринчен ытла хулиган Павка Корчагин вӑрлама пултарни ҫинчен ашшӗне пӗлтернӗ. — Ӑҫта кайрӗ вӑл? — Манӑн упӑшкам куна тӳрлетме илес те ҫук, мӗншӗн тесен майӗ те ҫук, эпӗ сана луччӗ уруна амантасран кивӗ калуш илсе килсе парӑп, пирӗн килте ӑпӑр-тапӑрсем хушшинче выртса ҫӳрекенни пурччӗ пулас. Ахӑрнех, ҫак сӑмахсен ӑшне вӑл питӗ нумай туйӑм хунӑ пулас, мӗншӗн тесен, вӗсене каланӑ хыҫҫӑнах, вӑл ҫуталса, паттӑрланса кайнӑ, хӗрӗ ҫинелле пӑхса, маттуррӑн калаҫма пуҫланӑ: — Ну, эсӗ, пылака пула, йӑлтах йӳҫсе кайнӑ! Эсир пире мӗн калама пултарнине эпир пӗтӗмпех итлесшӗн. Чанах та, Морозов кайри урисем ҫинче ҫӳреме вӗреннӗ пысӑк йытӑ евӗрлӗ пулса кайрӗ; унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫунса кайнӑ ӳчӗ ҫурӑлкаласа пӗтнӗ пулмалла, хӑш чух вӑл пуҫне Татьянӑн шыва кӗнӗ хыҫҫӑн шӑлӑнмалли тӗклӗ алшӑллийӗпе чалмапа чӗркенӗ пек чӗркенӗ, — Морозова ӑна Митя панӑ; темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, Захара лапчӑтса лартса, ӑна пӗвӗпе лутрарах туса хунӑ; утасса мӑнаҫлӑн, Экке исправникӗн самӑр помощникӗ пек утнӑ, пуҫ пӳрнисене ҫӗтӗлсе пӗтнӗ салтак йӗмӗн пиҫиххийӗ хушшинче тытнӑ, ытти пӳрнисене пулӑ хӑй ҫуначӗсене хускатнӑ пек хускаткаласа, унӑн-кунӑн кӑшкӑркаланӑ: — Юлташсем — йӗрке пултӑр! — Лактометр мӗн иккенне пӗлетӗн-и тата? — Эсир, тус пулса, мана хам мӗн шутланине улӑштарма хушатӑр пулсан… урӑхла каласан, ман ку таранхи туйӑма улӑштарма хушмастӑр пулсан, — эпӗ шутласа пӑхӑп. — Колхозран кӑларса ярӑр, мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тӑвӑр, ҫапах та тырӑ ҫук, чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп, ҫук! Власть процент хушса тӳлемелле пулин те патӑрччӗ… — Эсӗ совет влаҫне ӗмме вӗреннӗ ӗнтӗ. Унтан та ытла: ун пичӗ ҫинче усал кулӑ вӗлтлетсе иртрӗ. Эпӗ вӗсене пурӑнӑҫрах вӗренне, вӗсене манӑн ӳт-тир ҫинех ҫырса хунӑччӗ, вара мана «ют тетене» ырлӑх туса парасшӑн вӑйне пӗтерекенсем ҫинчен йывӑр сӑмахсемпе хулӑм кӗнеке ҫырма кирлӗ мар пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен ку вӑл кашни ҫыннах ахаль те паллӑ, тесе шутларӑм эпӗ. Эпӗ император майрипе ҫамрӑк принцсене куртӑм, вӗсене ҫывӑх ҫынсем сырса илнӗ. — Мӗн суя? — ыйтрӗ Оленин. Тен, ӳсӗр пулнӑ пуль… Ах, ҫӗрҫӑтасшӗ, мӗнле ҫуха! Мана курмассерен ҫӗлӗкне хӑй француз майлӑ хывать. Ӗненме май ҫук — энтомолог-ученӑй куҫлӑхсӑр, лупӑсӑр! Майданников автанӗ вырӑнӗнче пӗр-пӗр кулак автанӗ пулсан — эпӗ ана, паразита, ӗмӗрте те итлес ҫук! Эрмешке! Паллах, ҫак кӗрлесе юхакан ансӑр юханшыв тӑрӑх сулӑпа каҫма ҫук, анчах ун ҫыранӗпе утса, вӗсем, паллах, ҫак юпӑ юхса кӗрекен тулли юханшыв патне ҫитеҫҫех. Ун тӑрӑх вара сулӑпа ишме те май килӗ. Базаров ӑна ытла хуҫкаланчӑк пулманнипе, тӳррӗн калаҫнипе килӗшрӗ. Ҫынна ҫын ҫиес йӑла ӑҫтан тухса кайнӑ-ха: турра ӗненнинчен, е выҫлӑхран? — Ку-и? Эсӗ ҫеҫ ҫакна тума пултаратӑн, ыттисем пурте вӑйсӑр: эпӗ ыйткалакансене кӑштах япала паркалани те, ӗҫлени те, нимӗн те, нимӗн те, нимӗн те мана пулӑшаймасть. Эсир мана ӑнлантӑр-и? Вӑл ним ҫинчен те шухӑшламасть, нимӗн те ӗмӗтленмест. Эпӗ вӗсене пурне те сылтӑм алла илтӗм, пиллӗкӗшне камсул кӗсйине чикрӗм, улттӑмӗшне хам чӗрӗллех ҫисе яма хӑтланнӑ пек туса ҫӑвар патне илсе пытӑм. Ҫакӑн пек ҫак хаклӑ прибор кӑтартнинчен тунӑ пӗтӗмлетӳсем. — Ку ӗҫ мар-и вара? Цеха эпӗ коллективӑн секретарӗ пулма мар, хамӑн специальноҫпе каятӑп, халлӗхе манӑн вӑй-халсем хавшакрах, ҫавӑнпа мана урӑх ҫӗре ан ярӑр тесе ыйтатӑп. — Итле-ха, Ярмола, — терем эпӗ вӑрманҫа, — мӗнле паллашмалла иккен манӑн унпа, ҫав эсреметпе? Тата хӗрарӑмсем пыраҫҫӗ унта, апла та капла сӑмах-юмах; ача-пӑчасем ҫуйхашаҫҫӗ; е сӗрӗмӗ тивет тата. — Чипер тумланнӑ ҫын, — терӗ Вышимирский. Судно рифсем ҫинче тӗреклӗ ларнине курса пассажирсене Джон Мангльс кубрика кайма хушрӗ. Унтан ури ҫине тӑма тытӑнчӗ. Краличӑн каялла ҫеҫ чакмалаччӗ, вара хӑйпе хуралҫӑсен хушшине ним курӑнми тӗттӗмлӗх пӳлсе хуратчӗ. Амӑшӗ Весовщиков ҫинчен шухӑшланипе сулкаланса пычӗ. Хӑш-пӗр ҫынсен ҫакнашкал тӗлӗнмелле уйрӑмлӑх пуррине асӑрхама тӳрӗ килмен-и сире?.. Доклад варринче пырса кӗрет те, вӑл Юрий хӑюсӑр сасӑпа каласа кӑтартнине пӗр чӗнмесӗр итлесе ларать, нимӗн каламасӑрах тухса каять, унтан вара, тепӗр икӗ кунтан, пӗччен чух ӑна ӑҫта та пулин тытать те Юрий хӑйне доклад вӑхӑтӗнче мӗнле тыткаланине тата урӑх тӗрлӗ калас вырӑнне питӗ килӗшӳсӗр сӳпӗлтетнине туса кӑтартать, юлашкинчен, Юрий докладне питӗ чаплӑ туса парать, лешӗ ӑна тутисене ҫырта-ҫырта итлет. Инҫетре Джефф Тэчер килни курӑнсанах, Том пичӗ йӑл ҫуталса кайрӗ, анчах тепӗр минутранах унӑн сӑнӗ-пичӗ каллех салхуланчӗ. Юлашки уйӑхсенче, ҫарсем оборона линийӗнче окопсене ҫирӗппӗн вырнаҫса ларсан, пӗр-пӗрне пӑлхатмалла ҫеҫ перкелешнӗ чухнехи пек сайра-хутра кӑна юлхавлӑн кӗрлекен канонада евӗрлӗ мар, пачах урӑхла илтӗннӗ ку кӗрлев. Эпӗ сана чиркӳ ҫаратса тухма хушӑп, эсӗ ҫаратӑн-и вара? Халь ӗнтӗ вӗсене ӑнланса та илес ҫук — кам кама хуҫа, — ашшӗ ӑна-и, вӑл ашшӗне-и? — Занятие малалла ирттер. Пирӗн бастион ҫине те, французсен траншеи ҫине те шурӑ ялав кӑларса ҫакнӑ, вӗсен хушшинче вара, ем-ешӗл лапамра, аманса-суранланса пӗтнӗ ҫын виллисем купаланса выртаҫҫӗ, атӑсӑрах, ҫара уранах вӗсем, кӑвак е сенкер кӑвак тумтирсемпе, халӗ ӗнтӗ рабочисем вӗсене повозкӑсем ҫине тиеҫҫӗ. Ҫав кунхине эпӗ ӑша анман апат аран-аран ҫикелерӗм, уйӑх ытла гипспа витӗннӗ урам сасартӑк чиксе сура пуҫларӗ те, ыратнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗм. Ҫапла пулин те, хут ҫине ӳкернӗ кӗвӗпе ӑна калама вӗренесси хушшинче уйрӑммӑн тумалли ӗҫсем те пайтах. Хут ҫинчи паллӑсем кӗвӗ пулса тӑриччен, малтан вӗсем алӑ витӗр тухмалла, унтан асра ҫирӗпленсе юлмалла, вара тин, каялла ҫул тытса, выляканӑн пӳрнисем вӗҫне ҫитмелле. Кам хӗнерӗ вара сана? — Нимӗҫсем пурте ӗҫ ҫинчен калаҫаҫҫӗ-и вара? — терӗ Павел Петрович. Ялти ҫынсем хушшинче урлӑ-пирлӗ калаҫаканнисем те пур, ҫав хӗрарӑм голован хӗрпултӑрӗ те мар, хурӑнташӗ те мар, теҫҫӗ; анчах эпир хамӑрах куртӑмӑр ӗнтӗ, голована курайман ҫынсем нумай, вӗсем ун ҫинчен тем тӗрлӗ элек сарма та хатӗр. Пире килӗшес тетӗр пулсан, ҫакна ан манӑр. — Хӑех кӗрсе кайнӑ, Дементий! Ольгӑпа Алексей кулса ячӗҫ. Манӑн пӗр хӗр кӑна, качча кайма ӑна иртерех-ха, тата эсӗ ӑна курман та, вӑл мӗнлине те пӗлместӗн… Анне дельфин пӗверӗ тупса илнӗ — пысӑк уяв. — Шӑлу ҫук-ҫке, ӑнсӑртран кӗсре тапса ӳкермерӗ пуль те? — ыйтрӗ пӗри, сӑмси шӑтӑкӗсем таранах кӑтра сухаллӑ, курак пек хуп-хура казак. Ишӗлнӗ беседкӑсем тавра арасланса ӳсекен перс сиренӗ пуснӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл Алексей ҫине тата ытларах асӑрхаса пӑха пуҫларӗ, унпа ачашрах пулчӗ, ҫавӑнпа пӗрлех ачисене ӗҫе хӗрӳллӗн юратма хавхалантарас тата вӗсене мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартса парас шутпа, пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫлерӗ. Ку ӗнтӗ пирӗн куҫ умне килнӗ чи малтанхи сӑн-сӑпат пулчӗ, умра лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ хула иккен. Ҫапла. Вӗсем йӑлтах вӑйсӑрланса ҫитнӗ, ҫавӑнпа та хӗрхенмесӗр хӗртекен хӗвел айӗнче типнӗ люцерна евӗрлӗ альфафарӑна та ҫиесшӗн мар. Катя ӑна пӑрахса каясшӑн. — Мӗнле ухмах пултӑм эпӗ, ҫавӑн пек хӑрама! Пӗр талӑк пытанса пурӑнтӑм, халь акӑ — йытӑ пек шӑнса кӳтрӗм те… Вӑл шӑннӑ пек хуҫкаланса илчӗ, сукмак хӗрринелле тухрӗ… Эпир ҫӗнтерӗве сирӗн пата питӗ ҫывӑха илсе ҫитертӗмӗр, халӗ ӑна алӑпах тытса илме пулать. Анчах эсир: ҫӗнтерӗве сире парнелерӗҫ, тесе каласран хӑратӑр… — Эпӗ хама йывӑррине сисместӗп, ҫакӑн пек пурнӑҫран лайӑхрах, интереслӗрех пурнӑҫ пулма пултарассине тавҫӑрса илейместӗп… — Сэр, — терӗ капитан, — е эпӗ пӗр приказани ҫеҫ парсан та, пӗтӗм карап пирӗн ҫине ыткӑнать. Ромашов, хӑйӗн ҫамрӑк ыйхине халиччен те ҫӗнме вӗренейменскер, яланхи йӑлипе ирхи занятисене кая юлчӗ, рота вӗренекен плац патнелле намӑсланнӑ туйӑмпа вӑтанчӑклӑн та сехӗрленчӗклӗн утрӗ. Ҫак икӗ ҫын хушшинчи калаҫу хӗлпе пуртӑ хире-хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫни пек пулчӗ. Вӑл кама та пулин мухтас пулсан, унӑн хӑйӗн йӗрки пур, тет; ку — унӑн юратнӑ сӑмахӗ. Йӗркесӗрлӗх ку, стариксем: Лушӑна — таса ҫӑнӑх, пире — сӑсӑл…» — тет. Ӗненетӗн-и, йӗкӗт, ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн эпӗ саншӑн вӑтанса кайрӑм! — Хӗрӳ Российӑра пуль ӗнтӗ? — Пӗлместӗп, — мӑкӑртатрӗ Валька. Ҫапах та ку иртӗнсе кайса тунӑ япала, Diavolo! — Ыран К. хулинче пасар кунӗ, Рахманлари ҫыннисем унталла суту-илӳ ӗҫӗпе ҫӳреҫҫӗ-ҫке. Хамӑр инкек ҫинчен Наталья Савишнӑпа калаҫса пӑхас килчӗ; вӑл таса кӑмӑллӑ пулнине, пире юратнине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа унпа пӗрле йӗрсе илесси ман чӗрене лӑплантарӗччӗ. «Аннӳ йӗрет, — пӑшӑлтатрӗ вӑл тухса каякан Еленӑна, — аҫу тарӑхать…» Эсир пӗтӗмпех сывалнине ӗненсе ҫитме манӑн сире куҫран пит пӑхас килетчӗ, сирӗн шухӑшӑрсене каласа паракан илемлӗ куҫӑрсенчен пит пӑхас килет. Ун умӗнче вӑрман, вӑрманта тахӑш тӗлте унран вӗҫсе кайнӑ мантикора. Хӑйсем савӑнса шапӑлтатаҫҫӗ, хапхаран вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗрсе тӑракан хӗрарӑмсен тумӗсене пӑхса тишкереҫҫӗ. Хӑвӑрт юхакан шыв, шарлак тӗлӗнче тӳперен ӳкнӗ ҫӑлтӑр ҫутисене чӳхентере-чӳхентере, умранах, сӗм тӗттӗмре юхса иртет-мӗн. Вӑл Ритӑна пӑхса илчӗ те:— Мандат пур-и? Сасӑлакан е канашлакан карточкӑпа делегатсене анчах кӗртеҫҫӗ, — терӗ. — Аван, аван! Маттур, Степка! — тавӑрчӗ шӑллӗ, пуҫне сӗлтсе. — Вы-рӑн-сене! — кӑшкӑрса ячӗ инспектор. Уолтерс мистер Сойер ҫине тахҫанах ӗнтӗ алӑпа сулнӑ: ҫитес вунӑ ҫул хушшинче те унтан нимӗн тулкки те курас ҫук тесе шутланӑ вӑл. Манӑн ирӗк ҫук-и? Иккӗмӗш кунне эпӗ Васька ҫумне лартӑм та, алтупанне труба пек тытса, ун хӑлхинчен хыттӑн ҫапла: «Эсӗ мӗнле хӑлхасӑр пулнӑ, вӑрҫӑра-и е ача чухне чирлесе-и?» — тесе кӑшкӑратӑп. Виҫҫӗмӗшне вара арӑм вилӗ ҫуратрӗ те унтанпа ҫие юлми пулчӗ. — Идейӑллӑ ҫын эсӗ! — ӗненмелле каларӗ Нагульнов. Ҫав вӑхӑтрах барышня сывалас енне кая пуҫланӑ. Ҫакна вӑл пӗтӗмпех тӗлӗкри пек турӗ. — Ку пурӗпӗр ним те шутласа кӑларас ҫук, — тенӗ Зеб, Тарӑпа калаҫакан Фелим ҫине пӑхса илсе. Давыдовпа Нагульнова пытарсан, Ҫӑрттан мучи килӗнче тӑватӑ талӑк вырӑн ҫинчен тӑмасӑр выртрӗ, ура ҫине тӑрсан карчӑкӗ, шикленнине пытармасӑр, упӑшкин ҫӑварӗ кӑштах чалӑшнине, сулахай пит ҫӑмарти пӗтӗмпех темле айккинелле пӑрӑнса ларнине асӑрхарӗ. — Каялла таврӑнас килет-и? — ыйтрӗ Кузьмичов. «Ҫӑра уҫҫисем ман хваттерте тесе калам-ха, унта вара шыраса пӑхӑп та, ҫухатнӑ, тейӗп. — Ман шухӑшпа, сэр, пире ӑҫтан та пулсан пулӑшу килмесен, — терӗ Айртон, — тепӗр уйӑхран та эпир Сноуи ку хӗрринчех юлатпӑр. Иван Иванович хула хыҫӗнче утӑ ҫулакансем патне те хутора кайса килме ӗлкернӗччӗ ӗнтӗ; хӑйне тӗл пулнӑ арҫынсенчен, хӗрарӑмсенчен кашнийӗ ӑҫтан та, мӗнле сӑлтавпа, ӑҫта кайнине ыйтса пӗлчӗ: унтан, ытла ӗшенсе ҫитрӗ те, канма выртрӗ. — Пӗтӗмпе те ҫав кӑна. Малтан аври юрлать, эпир унӑн пӗччен юррине шӑппӑн итлетпӗр; вӑл подвалӑн йывӑр маччи айӗнче, ҫеҫен-хирте нӳрлӗ кӗрхи каҫ тӑхлан вителӗк евӗр усӑнса тӑракан хамӑр пӗлӗт айӗнче сӳнекен пӗчӗк вут ҫути пек сӳнсе хупланать. Ҫак королевство ҫурутрав йышӑнса тӑрать; ӑна ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӑтӑр миля ҫӳлӗш ту хырҫи картласа тӑрать. Юсама пулать ӑна. Тутӑхасран кантӑр ҫӑвӗпе сӗрмеллеччӗ-ха тата». Эпӗ ниҫта та тӗтӗм тухнине курмастӑп. — Эсир мана халӗ те ҫавӑн пекех шутлаттарас тетӗр-им? — тесе тавӑрчӗ вӑл, йӗкӗлтесе кулам пек туса. Ҫак вӑхӑтра унӑн пит-куҫӗ ытла та килӗшмелле курӑнчӗ. Манӑн ачамсем иртӗхе пуҫларӗҫ. Пире ҫынсем курма пултарнӑ. — Пит хитрескер, — ответлерӗ ача, — вӑл ултӑ лаша кӳлнӗ каретӑпа килсеччӗ, хӑйпе пӗрле виҫӗ ачи, вӗсене пӑхакан хӗрарӑм тата хура моҫкӑ пурччӗ; ӑна станца пуҫлӑхӗ вилни ҫинчен пӗлтерсен, вӑл йӗрсе ячӗ те ачисене: тӗк ларӑр, эпӗ ҫӑва ҫине кайса килем, терӗ. — Эсӗ-и? — ыйтнӑ Маякин, хӗрӗ ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илсе. Унтан, пӑртак шухӑшласа, чӗнмесӗр тӑрсан:— Юрать! — тесе хунӑ. Вӗсем, тутӑхса ларнӑ тимӗр калинккене уҫса, шалалла кӗчӗҫ те пӗр ушкӑн ача умне пырса тухрӗҫ. — Пулма пултараймасть! — тесе хучӗ Паганель. Дубков хӑй ман ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫакӑ мана пушшех ҫилентерчӗ. Иккӗ! Вӑтӑр ҫул каялла, Николай патша вӑрҫи чухнех, ӑна аҫа ҫапса тӑррине хуҫса пӑрахнӑччӗ. Унта ҫитиччен тӑхӑрвунӑ лиг каймалла, ҫак ҫула эпир тӑватӑ кун ҫурӑра вӗҫсе тухрӑмӑр. Нигилист тенӗ сӑмах мана кӳренмелле те килӗшӳсӗр сӑмах пек туйӑнса карӗ, урӑх эпӗ ним те ӑнланмарӑм та хуйха ӳкрӗм: эпӗ аван кӗнекесене ӑнланма пӗлместӗп иккен! Турӑҫӑм, епле ухмахла ку! — Эсӗ ытла та хӑвӑрт тӑватӑн ӗнтӗ, — пӑшӑлтатса каларӗ Симурден. — Эпӗ вӑй ҫитнӗ таран пулӑшнӑ вӗт сана, — ниме палӑртмасӑр калатчӗ кукамай. — Турри пире тавӑрчӗ ӗнтӗ, эсӗ пӗлетӗн… — Ман енӗпе ӗнтӗ, ман енӗпе, — мӑкӑртатса илчӗ те Ситников, каллех лехлетсе кулса ячӗ. Алӑкран каллех ҫемҫен шаккарӗҫ. — Ан калӑр мана ҫав шуйттан ҫинчен, вӗлерме те хатӗр эпӗ ӑна! — кӑшкӑрчӗ Варвара пӳртрен. Анчах та — мӗн эпӗ? Анчах эпӗ сирӗнпе пӗрле пит вӑрах пурӑнатӑп та, этем сӑнарне ҫухатма пултарнинчен тӗлӗнмелли те ҫук… — Сире тата опиум памалла мар-и? Уйӑх чулӗ, уйӑх ҫутатӑвӗ пекех, шупка та йӑваш, — халдейсемпе Вавилон асамҫисен чулӗ ку. Вӑрманти сукмакпа ан кай, тепӗр енӗпе кайсан хӑрушсӑртарах пулӗ. Унпа хавхаланма пикенчӗ. Толинепе калаҫса кайсан, юлашкинчен, географ ҫав пӗчӗк австралиецӑн лайӑхран та лайӑх тусӗ те пулса тӑма тивӗҫлӗ. — Мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пур пирӗн, Петя? Ҫӑварне тӗлӗннӗ пек карса чи малтан Григорий ҫывӑрса карӗ, ун хыҫҫӑн платниксем ҫывӑрса карӗҫ, анчах Петӗрпе Уҫӑп тата Хумма ман патарах пырса пит тимлӗн итлесе ларчӗҫ. Унти вырӑнсенче ҫӗрсем калама ҫук ҫимӗҫлӗ. Кӗпӗрленсе тӑракан халӑх пӑшӑлтатма тытӑнчӗ: — Ку монсеньор, монсеньор… Хӗрарӑм эпӗ ахаль те яланах тупма пултаратӑп, вӑл простӑ турра тав… «Пит йӑрӑ кайӑк пулмалла вӑл! — терӗ винокур; ҫакна каланӑ вӑхӑтра унӑн ҫӑварӗ, вӑрҫӑри тупӑ пек, вӗҫӗмсӗр тӗтӗмпе тулса пычӗ, вара, ҫӑварӗнчен кӗске чӗлӗмне кӑларнӑ чух, пит ҫӑра тӗтӗм палкаса тухрӗ. — Ун пек ҫынна эрех заводӗнче усрама та юрать, унта вӑл кирлӗ пулӗччӗ; юман тӑррине паникадило вырӑнне ҫакса хурсан — тата лайӑхрах». Ҫапла ҫивӗччӗн юптарса калани винокура хӑйне те самаях килӗшрӗ, ҫавӑнпа вӑл, ыттисем ырласса кӗтмесӗрех, хӑйне хӑй ырласа ӗнтӗ, хӑрӑлтатса кулса илчӗ. Ҫиелте, нумай-нумай ҫӗрте, фонтансем кӑпӑклӑ калпаксем евӗр ҫӗкленеҫҫӗ. Кам-тӑр Ромашова хыҫалалла асӑрхануллӑн сӗтӗрчӗ. Саша хӗрӳллӗн пӑшӑлтатни, унӑн юрату сӑмахӗсем амӑшне лӑплантарчӗҫ те хухса пынӑ хӑйне ҫӗклерӗҫ. Куратӑп эпӗ — ӳсет вӑл ӗҫ, анчах эпӗ — аякра тӑратӑп. Йӑлтах куҫ илеймесӗр сӑнарӑм; ҫав сассӑр ҫиҫӗм ҫутисем ман ӑшӑмра пулса иртекен сассӑр та вӑрттӑн туйӑмсене кӑтартнӑн туйӑнчӗҫ. Пӳлӗме тултан нимле сас-чӗв те илтӗнмест, ҫавӑнпа ку шӑплӑхра маятник тикӗссӗн те чуна килентермелле шаккани хыттӑн илтӗннӗ пек туйӑнать. Пӑван калаҫманни вара Джеммӑна питех те савӑнтарчӗ. Аслӑ ҫын. Калас пулать, Бенедикт пичче энтомологи вӑрттӑнлӑхӗсемпе Дик Сэнда та паллаштарма тытӑнчӗ. Мӗн хумханатӑн эсӗ? Пӗлетӗн-и эс, этем тени хӑй айӑплӑ мар пулсан… Вӑл кӗсйисене хыпашласа пӑхрӗ, унтан ҫырӑва ӑҫта хунине астуса илчӗ те, ӑна кайса илсе Салли аппана тыттарчӗ: — Ара, ку Санкт-Петербургран-ҫке, йӑмӑкран! Озеров полкӗ ҫӗрӗпех хӑйӗн оборонӑра тӑмалли участокне тӗреклетрӗ. Пӗлетӗр-и, эпӗ ӑҫта кайма тухнӑччӗ? — Пулӑ! — тесе кӑшкӑрать пичче. Вӑл вӗсен «пӗчӗк вӑрттӑнлӑхӗ», «пысӑк патриочӗ» пулнӑ, вӑл хӑйне май, вӗсенчен пӗрре те кая мар, ҫывхарса килекен Мексика революцийӗшӗн мӗнпур вӑйранах ӗҫленӗ. Лайӑх ҫынсем вара колхозра пурах, килӗшетӗн-и? Кунсем уяр, шӑрӑх тӑнине пула шыв илмен айлӑмсенчи курӑк часрах ӗлкӗрсе ҫитрӗ, ҫавӑнпа та Шырланпуҫри юлашки виҫҫӗмӗш бригада та утӑ ҫулма тухрӗ. Анчах… — терӗ те вӑл чарӑнса, Мартини ҫине пӑхрӗ, — анчах, май пулсан, эсир… полковнике пеме килӗшетӗр-и? Анчах халӗ ыттисем мӗнле пурӑннине куратӑп, хам ӗлӗк мӗнле пурӑннине аса илетӗп те — чуна ыраттармалла йывӑр пулса каять! Унтан вӑл лампине сӳнтернӗ те тухнӑ. Нагульнов каллех уҫӑлса кайрӗ, тӳрленсе тӑчӗ. Андрей чухласа илчӗ: утӑ купи ҫумӗнче вӑл тӑнсӑр пулса нумаях выртман иккен, — полк тин ҫеҫ-ха канма вырнаҫать. — Власов килет! — тесе кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. «держать в ежевых рукавицах (чӗреп тирӗнчен тунӑ алсапа тенӗ пек тытмалла пултӑр)»… Чӗрӗп тирӗ алси тени мӗне пӗлтерет-ха? Унта тата мустангер, ҫав вӑрҫӑ-тивӗҫӳ таврашӗ, суя индеецсем, мексиканец хӗрӗ, пуҫсӑр юланут хутшӑнса кайнӑ тата тем шуйттанӗ те пур! Хӑйӗн чӗпписемшӗн вӑл кирек мӗне те савӑнсах тӑвать; хӑй ачисемшӗн вӑл савӑнать ҫеҫ. Ефим, санӑн сӗт тупса килесчӗ! Пӗлес килни мана канӑҫ памасть, вара авалхи пелӗшӗн чӗлхи-ҫӑварне пунш уҫӗ тесе хама хам шантартӑм. Ҫак чӑтлӑхлӑ ҫӳллӗ стена хыҫне кӗтӗвӗпех тӑрсан та куҫа пӗр выльӑх та курӑнас ҫук. Эпе халӗ сирӗн умма лартакан ыйту ытларах хӗрарӑмсене тивет. Пӗлесчӗ: мӗн тума пӑрӑннӑ-ши? — Мӗн тата ун патне каятӑн? Джон Мангльс яхтӑна тӑма шанчӑклӑрах вырӑн шырама пикенчӗ, мӗншӗн тесен утравӑн уҫӑ гаванӗ ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ хушшинчен тата ҫурҫӗр енчен вӗрекен вӑйлӑ ҫилсенчен карапа питӗ начар хупӑрласа тӑрать. Вӑл кайӑк пек тасаскерччӗ, Дон шывӗ тӑрӑхӗнче казаксем епле пурӑнни ҫинчен пит лайӑх кала-кала кӑтартатчӗ: унта вӑл хӑйӗн куккӑшӗ патӗнче, ҫу ҫапакан заводӑн машинисчӗ патӗнче нумай пурӑннӑ, унтан вара унӑн ашшӗ слесарь Чулхулана пурӑнма куҫса килнӗ. Тӑлӑха юлнӑ ачасем Дендирех пурӑнса нумай хӗн-хурлӑ пурӑнӑҫпа кӗрешрӗҫ. Трактирте ют ачана курсан ҫеҫ эпӗ хамӑр тӑван ҫуртран нумай вӑхӑтлӑха уйрӑлса кайнине уҫҫӑн ӑнланса илтӗм. Халиччен эпӗ, хам уйрӑлса каякан ҫурт ҫинчен мар, хам умра тӑракан малашнехи приключенисем ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ. Хам вырӑнта ҫаврӑнӑҫусӑр тата мӑран ачана курсан, малтанхи хут манӑн куҫҫульсем юхса анчӗҫ. (Старик пуҫне усрӗ.) Анчах малалла та ҫавӑн пек юлма пултараймасть: телейӗме пӗтерсе хумалла пулать пулин те, ман ҫав пусмӑртан хӑтӑлмаллах. Господинпа майра пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ. Лайӑх тетӗн-и ҫавӑ мана? Эпир Вӑтаҫӗр тинӗсре, утрав ҫинче, тахҫан авал юмахра Эол турӑ ҫил-тӑвӑлсене сӑнчӑрласа тытса тӑнӑ ҫӗртех пулнӑ. Ман шутпа, ку Алан, — терӗ вӑл. Ну, ун ҫинчен пӗлни пире кирлех те мар-ха… Кӗлетре вӑл шанчӑклӑрах упранса тӑрать. — Е хам ухмах, е унта пӗтӗмпех суя. — Троекуров патне? — Мӗскершӗн ҫурҫӗр ҫилӗ? Манӑн, тӳррипе каласан, тахҫантанпах хальхи экипажсем евӗр лайӑх экипаж туянас кӑмӑл пур. Лена тӑм труба катӑкӗ миҫе ҫул выртнине пӗлесшӗн пулчӗ. Петр ӑна тепӗр аллипе пырӗнчен тытса пӑчӑртарӗ, арӑмӗн пит-куҫӗ ҫавӑнтах хӗрелсе кайрӗ, хӑй хӑрӑлтатма тытӑнчӗ: — Ирсӗр, — терӗ те Петр, ӑна стена ҫумнелле тӗртсе хӑварса, ҫавӑнтах аяккалла пӑрӑнчӗ; — Ӗнер каҫхине эп хӗрӗнкӗччӗ, — хуллен каларӗ Андрей. Иртнӗ ӗмӗрти Голланди ҫулҫӳревҫи Сметман ҫакӑн пек шӗвӗр тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑви ҫине тӑватӑ юлташӗпе хӑпарса тӑма пултарнӑ. Пӗр эрнене яхӑн иртрӗ, анчах эпӗ Лиговскисемпе халӗ те паллашман-ха. «Ҫамрӑк ҫынна пӗр черкке ликер тултарса пар», — хушрӗ атте. Ҫапла, капитан хӑйне кӑна вӗлерни, вӗлерес тенӗ ҫынна вӗлерейменни Луизӑшӑн ҫав тери пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. — Эсир ана наркӑмӑшлӑ канфет панӑ пулӑттӑр. Эпӗ тӑтӑм-тӑтӑм та хам пӳлӗме, хамӑн сивӗннӗ вырӑнӑм ҫине таврӑнтӑм. Сывлӑш пӗрре те хумханмасть, лашасем утни тата тулхӑрни анчах илтӗнет, ку сасӑсем те хытах илтӗнмеҫҫӗ, ҫийӗнчех шӑпланаҫҫӗ. Таҫта малта, инҫетре, хула ҫутисем мӗлтлетеҫҫӗ… Казачкӑсенчен пӗри, ватӑ, ҫӳлӗ, хастарлӑ хӗрарӑм, хирӗҫ ларакан ҫуртран Улитка кинемей патне вут ыйтма пырать; ун аллинче — ҫӗтӗк-ҫурӑк. Вӑхӑт-вӑхӑтпа мадрила чӑнкӑ сӑртсем хыҫне пӑрӑнса кӗнипе курӑнми пулать те, вӗсем хыҫалтан унӑн шӑнкрав сассине илтнипе ҫеҫ пыраҫҫӗ. Кунти йывӑҫ-курӑксем катӑлса анакан ҫулсене питех парӑнсах каймаҫҫӗ-ха, ҫапах та минералсен тӗнчи вӗсене часах ҫӗнтерсе илессӗн туйӑнать. — Курӑпӑр-ха, курӑпӑр, — терӗ вӑл, — тытатӑн-и эсӗ хӑвӑн сӑмахна: Иван Кузмича апат умӗн пӗрер графинчик эрех кирлӗ пулнӑ пекех, сӑвӑ ҫыракансене те сӑввине итлекенсем кирлӗ пулаканччӗ. Ытти ӳсентӑрансен пысӑкӑшӗ те кунта хӑйне кура. Вӗсен пысӑкӑшне шутласа кӑларма эпӗ вулакана ирӗк паратӑп. О! шӑркасем! Эпӗ ҫапла калӑттӑм: «Княжна, эпӗ ҫамрӑк мар ӗнтӗ — хӗрӳллӗ юратма пултараймастӑп, анчах сана савнӑ йӑмӑка юратнӑ пекех ӗмӗрлӗхех юратӑп». Прапорщик чинӗнче чухнех-ха вӑл ҫине тӑрса тавлашма юратнӑ. Сӑмахран, ҫын хӑй ӗмӗрӗнче ҫӗр чӑмӑрӗ тавра ҫаврӑнма, тинӗс тӗпӗнче мӗн пулса иртнине пӗлме пултарассипе пултараймасси ҫинчен тавлашнӑ — вӑл яланах пӗр шухӑшлӑ пулнӑ: пултараймасть, тенӗ. Кӗнеке пичетлес ӑсталӑха вӗсем, китаецсенни пекех, пит авалтанпах пӗлеҫҫӗ, анчах вӗсен библиотекисем ытла пысӑках мар. — Лайӑх, тет. Халӗ — куратӑр — кӑнтӑрла иртни икӗ сехет. — Мана Святой Людовикӑн крестовӑй похочӗ ҫинчен мӗн те пулин каласа парсамӑр, — терӗ вӑл, пуканӗ ҫинче пӑркаланса, тем кӗтнӗ евӗр ури ҫине пӑхрӗ. Зинаида ман еннелле ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Инҫетре те мар, йывӑҫсем хыҫӗнче, хӗрарӑмӑн савӑк сасси, ҫак сывлӑмлӑ ир пекех тап-таса та тӑп-тӑрӑскер, юрлать. — Э, вӑл пустуй. Манах епле вилсе пынине сӑнаса тӑрасшӑн пулнӑ пек, ашшӗ кашни кун тенӗ пекех хулана кайнӑ. Халь вӗт полксем те ҫук, ҫар форми те ҫук. «Пилигрим» арканса ҫак ҫӗр ҫине тухнӑранпа Динго хӑйне пач урӑхла тытать. Леш каллех чышкисемпе тапкаланать. 1851 ҫулхи июнь вӗҫӗнче хастар ҫулҫӳревҫӗ Замбези шывне тупнӑ, вара, ҫемйине Англие, тӑван ҫӗршывне ӑсатма тесе, Кейптауна таврӑннӑ. Ҫӳлелле хӑпарнӑ чух ҫил айӑкран вӗрсе тӑчӗ, самолёта тытса пыракан ҫултан пӑрчӗ, ҫавӑнпа та тӑтӑшах тӳрлетсе пымалла пулчӗ. Машина ӗҫлет, машина юрлать, калаҫать! Горева кобурине вӗҫертрӗ. Пӗлтӗрччен Петька, ман пекех, ача ҫуртӗнче пурӑннӑ. Вӑл чӗрчун Феничка пулнӑ. Тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ чӗре — ирӗксӗртен тенӗ пекех ыратса кайнӑ пек те пулать. Пинсем хушшинче, хайӗн пулемётне пуҫ ҫинче асӑрханса тытса пырса, Иван Жаркий те утнӑ. — Мӗн тери лайӑх ача! — терӗ дама. Июльти пӗр ӑшӑ каҫхине пар лаша кӳлнӗ кӳме вӑрман хӗрринчи уйра ҫӗр каҫма чарӑнчӗ. Ав ҫав хыра куратӑн-и? — Чи пысӑккине-и? Хлебников! Пӗлнӗ пул, хӑй кунта чухне вӑл сан кӑвакарчӑнна, сан айӑпсӑр-пирӗштӳне Рада Госпожинӑна, пӗр сехетлӗхе те пӗччене пӑрахса хӑвармарӗ. — Гретхен! — терӗм ассӑн сывласа. — Вӑл пичке пысӑкӑш пулнӑ пулсан, питӗ аванччӗ, мӗншӗн тесен пирӗн урӑх нимӗн те ҫук. Анчах ту тӑрринче мана шыраса пынӑ профессорпа Ганса курсанах манӑн пуҫӑма кулленхи тӗнче шухӑшӗ пырса кӗчӗ. Ку французла глаголӑн aborder тенин пӗр пайӗ мар-ши, — пырса ларас, ишсе пырас тени? Ҫаплах пулсан, вара икӗ матроспа капитан ӑҫта та пулсан пырса тӑнӑ… Ӑҫта-ха? Фабрикӑра лайӑх ӗҫлесе илекен ватӑрах ҫынсем вӑрҫса калаҫаҫҫӗ: — Пӑлхавҫӑсем! — Ҫук, тавтапуҫ. — Калама ҫук ӑслӑ шухӑш, герцог! Пуҫӑр ӑслӑ вара сирӗн, тӗлӗнмелле! — тет король. Якова ӗнтӗ рабочисем юлашки вӑхӑтра ун ҫине тинкеререх, хаяртарах пӑхма тытӑннӑн туйӑнчӗ. Эпӗ сана ырӑ сунса хама каланӑ пекех калатӑп. Кунсӑррӑн тата, пӗлсе тӑрӑр: эпир тӳсӗмлӗ, анчах пирӗштин те чӑтӑмӗ пӗтме пултарать… Кухньӑран ҫунӑк ҫу шӑрши ҫапса тӑрать. — Вӑл! Шырланпуҫри партячейка пухӑвӗ пуличчен икӗ кун малтан Нагульнов патне хваттере ултӑ колхозница пычӗ. Улӑштаратӑп… «Ӑҫта вара вӑл? Капитан ӑна тинӗсе пӑрахнӑ чухне эпӗ, ахӑрнех, судно ҫинче пулман-тӑр. Ма нумай ҫӳрерӗн? — Мӗн эсӗ, ухмаха ермерӗн пулӗ-ҫке, е сан ӗнерхи мухмӑр халь те иртсе пӗтмен-и? Салтаксем шеренгӑсемпе тӑнӑччӗ, пӗр-пӗрин хутлӑхӗ утӑмшарччӗ, хусканкалама ҫӑмӑлрах пултӑр тесе, мундирӗсен тӳмисене вӗҫертнӗччӗ. — Итле-ха, шӑллӑм, — тесе ыйтрӗ унтан штабс-капитан: — камӑн ку чечен коляски?.. — Ҫакна та нумай хут илтнӗ эпӗ. Яков Морозовран:— Епле, Захар, начар ҫапӑҫатпӑр-им? — тесе ыйтрӗ. Хуть кам ҫине шутла, анчах вӑл мар. Кашниех хӑйне кӳрши ҫапасран хӑрать, ҫавӑнпа та хӑй ӑна маларах хӑлха чикки пама васкать. Анна мӑнаппӑшӗн пӗтӗм мӑшкӑлне чӑтса пурӑннӑ, майӗпен те хуллен йӑмӑкне воспитани парас тӗлӗшпе ӗҫленӗ, ҫак тӗттӗм кӗтесрех типсе ларас шухӑшпа та килӗшнӗ… Халӗ укҫа пур вӑхӑтринчен те ытларах кирлӗ пулнӑ, ӑна тупмашкӑн тата та йывӑртарах пулнӑ. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ пырса кӗнӗ чух хай офицер хуҫланакан сӗтел хушшинче ларнӑ. Сӗтелӗ ҫинче пӗр стакан сивӗнсе кайнӑ чей ларнӑ, чейӗ ҫине пирус кӗлӗ тӑкӑннӑ-мӗн, поднос ҫинче ларакан эрех кӗленчипе юнашар типсе кайнӑ вӑльчапа ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем сапаланса выртнӑ. — Тьфу, вӑт ӗмӗтсӗр япала! — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, шыв ҫине сурса. Кала: Совета ҫил пек вӗҫтерсе килтӗр, васкавлӑ ӗҫ пур, те, — хушрӗ Разметнов, вара малтан Хижняк ҫине, унтан Бойко ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ. — Тӑрсам ӗнтӗ, пирӗштийӗм. Пичче малалла хӑй тӗллӗнех калаҫать: — Кунтан ҫӑмӑлли пулас та ҫук. Ҫавӑн пек чух вара амӑшӗн кӑмӑлӗ тулать, вӑл мӑнкӑмӑллӑ пулса, шӑппӑн савӑнса, ывӑлӗпе киленсе, шанчӑкпа тулса шухӑшлать: «Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулать, пӗтӗмпех!» — тет. Гленарван та вӗсем хыҫҫӑн шлепкине хыврӗ, вара, килнӗ ҫын пек пулса, ҫамрӑк ҫынсем умне чи малтан пырса тӑчӗ. Паганель ҫав кимӗсем ҫинчи салтаксене шутларӗ, вӗсен хисепӗ сакӑрвунӑ таранах пулчӗ, вӗсене пурне те акӑлчансем ҫӗнтернӗ пулмалла. Ҫапла туса, чылаях пысӑк ҫӗр талккишне ҫурхи шывсем ҫисе каясран хӑтарса хӑварчӗҫ. Офицерсем кӗлетке патне пычӗҫ. — Пӗр утӑм ҫеҫ, хаклӑ майор. Вӑл хӑйӗн чурисене ытлашши хӗнесе асаплантарма юратман. — Райком тата районти Контроль комиссийӗ хушнипе эпӗ ку ӗҫе тӗпчесе, йӗрлесе тухрӑм. Офир ҫӗршывӗнчи пылак тӗлленӳ паракан мӑкӑньӑн йӳҫӗ шывне пӗррехинче астивсе пӑхнӑ телейсӗрсем унран тек нихӑҫан хӑпайман, типӗтсе хӑврӑлтаракан ӑссӑрлӑх хӑйсен пурнӑҫне мӗн татичченех пӗр ҫавна ҫеҫ хакланӑ, хисепленӗ пекех, кусем те, ӑна тепре тытса чӑмӑртассишӗн, темле-темле ҫылӑха кӗме те, темӗнле-темӗнле мӑшкӑл тӳсме тата усал ӗҫ тума та хатӗр тӑнӑ. — Эпӗ вӑрттӑн тӑнӑ, Кузьмич, вӑт вӗт мӗнле. Эпӗ ӑна хуласем тӑрӑх илсе ҫӳрӗттӗм, площадьсенче тӑратӑттӑм — халӑх илттӗрччӗ вӑл мӗн каланине. Вӑл, паллах, ӗҫе чеерех тӑвас тесе тата мӗн те пулин хушнӑ пулӗччӗ, эпӗ тесен, ку енӗпе пултараймастӑп, апла хӑнӑхтарса ӳстермен мана». Разведчиксем таврӑнчӗҫ. Нумайӑшӗ ӑна ухмах тетчӗҫ те, анчах халь ӗнтӗ ӑна вӑл нимӗн те пӗлмест теме ҫукчӗ… Парашютпа сикес-и? Кунӗ-кунӗпе вӑл пӗччен ларать. Мартӑпа Надя ир тухса каяҫҫӗ те каҫхине тин тавӑрӑнаҫҫӗ. Сӑмси шӑтӑкӗсем унӑн карӑнчӗҫ, ытла ҫиленсе кайнипе пуҫ тӳпинчи кӑвак ҫӳҫ: пайӑрки те чӗтренсе илчӗ. Ан пӑшӑрхан. Носилкӑсем ҫинче выртса пыраканнисем те, ҫураннисем те пур вӗсен хушшинче. Урамсенче юр пӗртте курӑнмасть, хура чуста йӗпе урампа тата шӑнкӑр-шӑнкӑр юхакан шывсемпе ылмашӑнчӗ. Хамӑр положени пирки сӳтсе-явма тытӑннӑччӗ эпир, сасартӑк пӳлем калама ҫук хытӑ хӑранипе улшӑннӑ сӑн-питлӗ Василиса Егоровна хыпӑнса кӗчӗ. Икӗ тӑван, пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнаканскерсем, иккӗшӗ те тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫаҫҫӗ: пӗри ватӑ ӗнтӗ, ытла вӗреннӗ ҫынах пулмасан та, харсӑр воин, тепри ҫамрӑк, анчах вӑл та маттур… — Мӗн тумалла, ҫавна пӗтӗмпех тӑвӑттӑм, — терӗ Азамат. Эпӗ те ҫавӑн пекех шутласа хутӑм. Сан шутупа, мӗн тума? — Ӑсран кайнӑскер! Чарӑн! — пӑшӑлтатрӗ амӑшӗ. — Ҫук, каланине чиперех илтет-ха, анчах питӗ вӑйсӑр, — тет вӑл пӑшӑлтатса. — Мӗншӗн курас ҫук? — Ӑҫта кайӑпӑр? — ыйтрӗ Тимофей. — Ну, тӗрӗс ӗнтӗ, тӗрӗс, — терӗ малалла Овсяников. Ҫавӑ мана вӑтантарса ячӗ, эпӗ вара повӑра тата астусарах та шансарах пӑхма пуҫларӑм, а вӑл темшӗн, час-часах хытӑрах тарӑхса калатчӗ: — Эх, пит вӗрентмелеччӗ сана! Ҫуллӑрах пултӑр тесе иккен!.. Вара ҫакӑн хыҫҫӑн Дмитрий мана хӑй авланасси пирки мӗнлерех плансем туни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ. — Эпӗ хамӑн татӑка хам ӗҫлесе илетӗп, санран ыйтман-ха, — ҫийӗнчех тавӑрчӗ Островнов. Пуҫӗ кашлать, хӑлхинче халь те-ха лӑпланма пӗлмесӗр, шӑхӑрса, кӗмсӗртетсе тӑрать, ҫавӑнпа та вӑл йӗри-тавра шӑпланнине ӗненмест. Кӗтмен ҫӗртен пырса ҫапни вӑл — чи хытӑ ҫапни пулать. Халӗ ӗнтӗ ман патӑмран хӑвӑн Лушкусем патне кай, мана кирлӗ мар эсӗ, сан пек сивӗ чул, суккӑр, куҫне хупса ҫӳрекен суккӑр ним тума та кирлӗ мар! Ҫапах та Кораблев тӗрӗс каланине туяттӑм-ха эпӗ, манӑн йӑлтах урӑх ҫын пулмалла ҫав. — Питӗ вырӑнлӑ каларӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель, — вӑл пӗтӗмпех ҫакӑн пек геометриллӗ теоремӑран тухса тӑрать: икӗ утрав виҫҫӗмӗшне мая килет пулсан, вара вӗсем иккӗшӗ те пӗр пек пулаҫҫӗ. Ҫак лира текен кайӑка вӗсем пуҫласа кураҫҫӗ. Мӑнастыр настоятелӗ атте лайӑх художник иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн ӑна чиркӳ валли чи пысӑк картина ӳкерме хушнӑ. — Ай, сирӗн кунта, мадам, ӑшӑ мар!.. «Халӗ, ачасем, войсковой приказа итлӗр», терӗ кошевой, хӑй малалла тухса пуҫне ҫӗлӗк тӑхӑнчӗ, мӗнпур запорожецсем вара асли каланӑ чухне тытакан яланхи йӑлапа ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫӗсене ҫӗрелле пӗкрӗҫ. Озеров ӑнланса илчӗ: каҫҫа юсаса пӗтернӗ иккен, — вара вӑл пӗтӗм кӑкӑрӗпе ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ. — Вӑл хӑй тивӗҫне пӗлекен ҫын пулса ӳсӗ. Туссем ҫапах та ҫак ӗҫ пирки хӑйсем ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн марччӗ. Джиован Баттиста! — тесе хучӗ те тухса кайрӗ. — Ку каллех Артошка пирки. Алӑ пус! Тепӗр хут паҫӑрхи пекех хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Банник чӑр-чар тутарса алӑ пусса хучӗ, ура ҫине тӑчӗ. Вӑл ӑна питӗ хӗрхенчӗ, вара, нимӗн калама аптранипе, хӑйӗн шуралса кайнӑ аллине одеял айӗнчен кӑларчӗ те ун еннелле тӑсрӗ. Динго ман алӑсене ҫулать. — Ҫапла! — терӗ Павел. Урса ҫитнӗ Сухарько Павка хыҫӗнчен сирпӗнчӗ, вӑл ӑна халех тытса ҫуркаласа тӑкма хатӗр. Хӑрушлӑх ӑна малтанхи манӑҫран хӑтарчӗ. Хӑҫан та пулин тӗл пулсан, вӑл мана тӳрех ҫупӑрласа илнӗ пулӗччӗ ӗнтӗ», — тесе, хӑйӗн сӑмахне ӗненсех калаҫӑвне вӗҫлетчӗ Кондратько. Урядникӗ икӗ кунтан таврӑнать те: крепӑҫрен утмӑл ҫухрӑмри ҫеҫенхирте калама ҫук нумай ҫӗрте вут ҫути йӑлкӑшнине курни ҫинчен тата темле пӗлме ҫук вӑй килет, тесе, башкирсем каласа пани ҫинчен пӗлтерет. Данило мӑкӑртататех ӗнтӗ. — Ҫук, эпӗ ун пек мар пулӗ тетӗп. — Тата — хӑрушӑ, ҫапла-и? Вӑл усал ҫиллипе, йӗрӗнсе, пӳрнисемпе хӗрарӑма хӑлха чиккисенчен пусса лартрӗ. Паганель тусӗсем унӑн сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханма пӑрахрӗҫ. Вӗсем шӗшкӗ тӗмӗсем хыҫӗнче выртнӑ, вӗсене никам та курман, анчах хӑйсем вӗсем сӑрт хӗррипе, симӗс курӑк хушшипе тӑсӑлса выртакан ансӑр ҫула курнӑ. Ара эпӗ вӗт нихӑҫан та хирӗҫ чӗнмен. Вӑл тухтӑрсене, чиновниксене, улшуҫ-сутӑҫсене ятлатчӗ. Анчах та пупсене вара вӑл пуринчен хытӑрах вӑрҫатчӗ. — Эсӗ. — Эпӗ те, эсир йӑнӑшнӑ пекех, йӑнӑшнӑ. Эпӗ те, сирӗн пекех, документра ҫырнине тӗрӗс мар ӑнланнӑ. Анчах, пӗр минут каярах эпӗ, йывӑҫ тӑрринче ларнӑ чухне, сирӗн ыйтусене ответ парса пырса, «Австрали» сӑмаха персе ярсан, манӑн пуҫ миминче ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗ те, мана пурте паллӑ пулчӗ. — Хӑвна кӑмӑлсӑр тумасан… — мӗскер? Пӗринче вӑл сӑмсана ӳкерсе те хӑварчӗ, анчах будочник, хӑйӗн аллинчи ула-чӑла патаккине тӑсса кӑтартса, аякранах: «авӑ эсӗ темӗн ӳкерсе хӑвартӑн, ил!» тесе кӑшкӑрчӗ. — Мӗн пулчӗ сана, тухтӑр? — хыттӑн ыйтрӗ мӗскӗн учительница, инкек пуласса вӑл та сиссе илчӗ ӗнтӗ. Тепӗр самант иртрӗ — вара айӑплисем иккӗшӗ те Санинпа Джемма — ун урисем патӗнче чӗркуҫҫи ҫинче ларчӗҫ, вӑл хӑйӗн аллисене черетпе вӗсен пуҫӗсем ҫине хучӗ; тата тепӗр самант иртрӗ — вара вӗсем ӑна ытамласа чуптума пуҫларӗҫ, хавасланнипе ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑракан Эмиль пӳрте чупса кӗчӗ те тачӑ ҫыпҫӑнса тӑракан ушкӑн патнелле ыткӑнчӗ. Тепӗр кунне, ирхине ирех, Анна Сергеевна Базарова хӑй патне кабинета чӗнме хушрӗ те, ирӗксӗррӗн кулса, хутласа чӗркенӗ почтовӑй хут листине пачӗ. Табор утравӗ Савӑннипе ҫынсем вилмеҫҫӗ. Вӑл шыв ӗҫрӗ, анчах шыв ӗҫни те ӑшне лӑплантармарӗ, чӗрере тунсӑх-па кӳренӳ ҫунса тӑнине сӳнтереймерӗ. — Эпӗ ерипен кайрӑм, манӑн хыпаланма кирлӗ пулман. — Ҫук. — Сан шухӑшпа эпӗ кам пулатӑп-ха? — мӑнаҫлӑн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи. Санпа калаҫасшӑн-ха акӑ. Унтан, чашӑкри чее туртса пӗтӗмпех сыпса ярса, тепӗр хут каласа хурать: — Урамри юлашки хӗрарӑмран пуҫласа… патша майрисем таранах путсӗр те ирсӗр! Мӗншӗн хӑяймастӑп-ха? — Мӗншӗн курӑнуллӑ? — Пуриншӗн те… Вӑл, йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхса, ман ҫывӑхарах куҫса ларчӗ те шӑппӑнрах калаҫма тытӑнчӗ: — Василь Николаич Любозвонов ҫинчен илтнӗ-и эсир? — Ҫак шурӑ ҫын пирӗн Гаррис туса Казондере вӗлерчӗ, — терӗ вӑл. Ӳпке туберкулезӗ уҫӑлнӑ, сывмар пӗверлӗ ҫынпа камӑн пурӑнасси килӗ-ха? Ӑна чашӑкран ҫитереҫҫӗ. Иртнӗ пилӗк кун хушшинче Клисурӑ халӑхне темиҫе ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ пек туйӑнчӗ, унта шикленсе тӑни те, шанни те, хавасланни те, аптраса ӳкни те пур… Марья Николаевна светски хӗрарӑм пулнӑ пулсан, хӑйне хӑй ҫав тери чаплӑн тыткаласан, Санин нихӑҫан та кун пек сӳрӗлсе каяс ҫукчӗ, анчах Марья Николаевна хӑйне чӑкӑлташма юратман ахаль хӗрарӑм пек кӑтартнӑ. Шӑпах ҫакӑн пек курӑнчӗ вӑл Санина. Ҫурчӗ питӗ пысӑк, суранлисем темӗн чухлӗ, койкӑсем коридорта кӑна та мар, столовӑйра та пур, столовӑйне вара темшӗн иртсе ҫӳремелли пӳлӗмрех тунӑ. Елена пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ, Берсенев ӑнланчӗ: вӑл каланине Елена илтмен иккен. Ҫил майлӑ вӗретчӗ, матроссем шлюпкӑна буксирласа туртса пычӗҫ, эпӗ хам хыҫалтан тӗксе пытӑм, вара эпир часах ҫыран хӗрри патне ҫывхартӑмӑр. — Мм… аҫу та илтнӗ пуль ҫав? — Мӗн пулнӑ вӗсене? — ыйтрӗ Бенедикт пичче. Ҫакна эпӗ ниепле те ӑнланса ҫитерейместӗп. 1840 ҫулта чугун ҫулсем питӗ сахал пулнӑ; турист господинсем дилижанссемпе ҫӳренӗ. Ҫырмалли те нимен те ҫук. — Шалупа пурӑнма тытӑнӗҫ те — ӗмӗтленме те пӑрахӗҫ! Сӑмахсем йывӑррӑн ҫыхӑнаҫҫӗ, ҫитменнине тата пӑлханни калаҫма чӑрмантарать. Акӑ мӗн ытла та кӳрентерет. Икке уйрӑлса тӑрать этем. — Турӑшӑн пулать ӗнтӗ ку! — ӑнлантарнӑ подрядчик, мужиксем ҫине пӑхса. Экспедицин ҫулӗ ҫинчен каланӑ вӑхӑтра Паганель хӑй умӗнчи карттӑ ҫине пӗрре те пӑхса илмерӗ. Вӑл ҫар ӗҫӗ енӗпе тарӑна кайса калаҫма пуҫӑннине кура, эпӗ хӑраса ӳкрӗм те ӑна часрах чарма васкарӑм. — Сире мӗн ӗҫ? Князӗ хӑй чылай хушӑ аякра, ют ҫӗршывсенче пурӑннӑ. Вӑл килте тесе калатӑп эпӗ сире. Вӑрӑ-хурахла выляма пӑрахсан, эпир ҫӳле хӑпартӑмӑр, кӗрешме тата тӗрлӗрен гимнастикӑллӑ хӑтланусемпе пӗр-пӗрин умӗнче мухтанма пуҫларӑмӑр, Иленька тӗлӗннипе пирӗн ҫине хӑюсӑррӑн кулса пӑхса тӑрать, хӑйне ҫавӑн пек туса пӑхма сӗнсен, вӑйӑм ҫук ман, текелет. Анчах тарма ӗнтӗ кая пулнӑ. Айртон камне пӗличчен тума тытӑннӑ ӗҫе халех вӗҫне ҫитерес пулать. Вырӑнӑн-вырӑнӑн шыв пире кӑкӑр таран пулать, мӗскӗн Сучок, пирӗнтен пуринчен те пӗчӗкрехскер, икӗ хутчен путма тытӑнса хӑмпӑсем кӑларма пуҫларӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, унӑн хӑшпӗр енчен ҫитменлӗхсем те пурччӗ: тӗслӗхрен, вӑл кӗпӗрнери пуян хӗрсене пурне те ҫураҫма хӑтланса пӑхнӑ, вара хӑйне хӗрне те паман, хӗрӗсем патне хӑтана ҫӳреме чарнӑ хыҫҫӑн та, хӑйӗн хуйхи ҫинчен тусӗсемпе хӑй паллакан ҫынсене чӗререн каласа панӑ, хӗрӗн ашшӗ-амӑшӗсем патне йӳҫӗ персиксем тата хӑйӗн садӗнче ҫитӗнтернӗ ытти тӗрлӗ чӗрӗ ҫимӗҫсем тӑтӑшах парне вырӑнне ярса тӑнӑ; хӑй яланах пӗр анекдот каласа пама юратнӑ, анчах таврара Полутыкина савса хисеплӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулин те, унӑн анекдочӗ никама та култарман; вӑл Аким Нахимовӑн сочиненийӗсене тата Пинна повӗҫе мухтанӑ; тытӑнчӑклӑ калаҫнӑ, йыттине Астроном тесе чӗннӗ; однако тесе калас вырӑнне одначе тенӗ; хӑйӗн килӗнче французсен евӗрлӗ кухня тунӑ. Унӑн гасиенди — вӑрӑм та ансӑр пӗр хутлӑ ҫурчӗ — пурӑнмалли ҫурт пек мар, тӗрме пекрех туйӑннӑ. Гасиенди йӗри-таврах выльӑх картисем пулнӑ. Песчинкӑна рак тытма вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ тухса тарни, крепость стени ванчӑкӗ патӗнчен туя тытнӑ хура ҫын пырса тухни, ҫав ҫын мӗнле ятлаҫни, шӑлне шӑтӑртаттарни, вут ҫине сурса хӑварни ҫинчен, пурин ҫинчен те каласа парас килчӗ манӑн. Мана хӑҫан та пулин минутлӑха кӗрсе тухма юрать-и ҫапах? Хӗр кулса ячӗ, ҫавна пула мӗнлерех тӗлӗнмелле, мӗнлерех кӗтмен ҫӗртен улшӑнса кайрӗ унӑн илемлӗ пичӗ! Ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла тата хӗвелтухӑҫнелле горизонта ҫитичченех куҫпа виҫсе илме ҫук тӳрем вырӑнсемпе курӑк нумай ӳсекен симӗс ҫарансем тӑсӑлса выртнӑ. Кунта вӑл 4 салтака курчӗ, вӗсем чул муклашкисем ҫине вырӑнаҫса ларнӑ та чӗлӗмӗсене туртса лараҫҫӗ. — 1454-мӗш статья. Анчах Гленарван борт ҫине Грант капитансӑр тавӑрӑнас шухӑшпа ниепле те килӗшме пултараймасть. Документсем пур-и? Эсир мана яланах ырӑ тума тӑрӑшнине тата пур ҫынна та пулӑшма хатӗррине курса тӑнипе, эпӗ сирех чӑрмантарма хӑятӑп. Ку, ман шутпа, интеллигентла ҫемҫешкелӗх пулать. Тупӑпа пенӗ пек кӗрӗслетсе, вутра йывӑҫсем ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ. Пиртен кама та пулин вӗлериччен тӗплӗн ларса калаҫма урӑх вӑхӑт пулмӗ те ӗнтӗ, тата… — Вӑл шоколад ю-юратмасть, — майӗпен каларӗ Пӑван. — Шурӑ ялав! — терӗ пӗри. Кӑпӑшкарах тӑпра ҫийӗпе, мӑк тата шур ҫырли куракӗ ӳссе ларнӑ тӗмескесем ҫийӗпе утма ҫӑмӑл. — Акӑ мӗнле усӑ, — тавӑрса каларӗ ӑна Пӑван: — Халӗ эпӗ ирӗккӗнех ҫӳреме тата мана мӗн кирлӗ, ҫавна тума пултаратӑп, эпӗ кам иккенне пӗр ҫын та шухӑшласа пӗлес ҫук. Лось сывламасть, куҫӗсемпе ҫӑварӗ тачӑ пӑчӑртаннӑ, кӑкӑрӗпе пуҫӗ ҫинче юн кӗвӗлсе ларнӑ. — Майор юлташ, Мускава мар, кунтах, хӑвӑрпа пӗрле юлма ирӗк парӑрччӗ мана… — хушса хучӗ Мересьев. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн, ҫап-ҫутӑ чӳречесен форточкисем витӗр, уҫӑ сывлӑшалла темле ӑраснарах йышши шӑршӑсем тухаҫҫӗ, эпӗ пӗлмен урӑхла пурӑнӑҫ ҫинчен систерекен, паллашман вичкӗн шӑршӑсем тухаҫҫӗ; чӳрече умӗнче шӑршлакаласа итлесе: ку мӗнле пурӑнӑҫ-ши, ку ҫуртра мӗнле ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ши? тесе чухлакаласа тӑратӑн. Пуҫӗ Санинӑн чӑнахах та ҫаврӑнчӗ — тата ӑна ҫав тӗрлӗ-тӗрлӗ туйӑмсем ҫавраҫил пек ҫаврӑнни витӗр, курни-илтни, каласа пӗтермен шухӑшсем витӗр Джемма сӑнарӗ, — леш ҫавраҫил кашласа иртнӗ ӑшӑ каҫхине тӗттӗм чӳречерен курӑнакан, выляса тӑракан ҫӑлтӑрсен ҫутти айӗнче асне ӗмӗр манмалла мар кӗрсе юлнӑ сӑнар пӗрмаях курӑнса тӑчӗ! Ҫак кунсене эпӗ начар пурӑнса ирттертӗм. Ун хыҫҫӑн кунта мӗн тӑвас-ха манӑн? Ҫиелтен пӑхсан, Зверков господин питех кӑмӑла каякан ҫын марччӗ: сарлака та тӑваткал питҫӑмарти ҫинчен шӑшинни пек чее куҫсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, пысӑк та шӗвӗр, сарлака та уҫӑ ҫунатсемлӗ сӑмсийӗ малалла кӑнтарса тӑратчӗ; кӑвакара пуҫланӑ пӗртан каснӑ ҫӳҫӗсем картлӑ-картлӑ ҫамки патӗнчен ҫӳлелле хӑпарса каятчӗҫ; ҫӳхе тути тӑтӑшах вылянса, ҫепӗҫҫӗн кулса ҫӳретчӗ. — Акӑ каллех чарӑнса тӑтӑмӑр ӗнтӗ, — салхун асӑрхаттарчӗ Умрихин. Анчах та вӑл ӗнерхи кунтан пуҫласа вырӑсла калаҫма манса кайрӗ. Анчах мӗне кирлӗ ӑна ҫапла тума? Тӗрӗссипе ку ӗнтӗ чӑн-чӑн ҫаратуччӗ, укҫине кӑна старик жандармсене хӑй ирӗкӗпе панӑ пек тӑвасшӑнччӗ. Тӗрӗксем пӑлхарсенчен час-часах ҫав майпа укҫа илкеленӗ. — Сунчӑка илсе парӑр-ха, — терӗ Зинаида, — куратӑр-и, ӑҫта пӑрахрӑм эпӗ ӑна: ан пӑхӑр ман ҫине ун пек… мӗн ухмахланни пур? Аркадий Базаров ҫинчен Одинцовӑпа мазурка ташланӑ каҫхине каланинчен те хӗрӳллӗнрех калама пуҫларӗ. Эпӗ кӗтмен ҫӗртен тӗлӗнсе, ним тума аптӑраса карӑм ӗлӗк мӗн пулни тӳрех вут хыпнӑ пекех хыпса илчӗ, ӑшчикӗме вӗтелентерсе ячӗ. Пурӑнан пурнӑҫра тем те пулма пултарать. Аса илӗр-ха! — Мӗн пулса иртнӗ «Вальдекпа»? — ыйтрӗ пуринчен малтан Халл капитан. — Мӗнле Иван Павлыч? Калас килет-и? Пӗлетӗн вӗт-ха, леш хайхине, тӗпел кукринче ҫакӑнса тӑраканнине? Ыран вӗҫлетӗп эп ӑна… Ӑҫтан тупрӑн эс ку хута?» Юлашкинчен, революцин ҫӗнтерӳллӗ ҫарӗсем Диасӑн юлашки хӳтлӗхне — Мексика столицине ҫавӑрса илнӗ пулӗччӗҫ. Тата пурте — кӗҫӗлле, лашасем пекех, тупата! Малтан эпӗ макӑрса ярас патнех ҫитрӗм, кайран сасартӑк ӑс пырса кӗчӗ: Уотсон миса тытрӑм та сӗнтӗм — ан тив, вӗлерччӗрех ӑна. Вӑл, пысӑк та кирлӗ ӗҫ тунӑ ҫын пек, урама тухрӗ. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӑмӑл-шухӑшӗпе иккӗленнине туйса илчӗ. — Ӑна хыҫалтан шуйттан хӑваламасть пулсан та, вӑл питӗ ун ӑшӗнче шалта ларать пулӗ. Ывӑннӑ урасене хӗнпе хускатса, эпӗ ҫур сехете яхӑн утрӑм. Хуп куҫна, эсӗ вара мана унран пач уйӑраймӑн. — Аха-а! — хаяррӑн савӑнса кӑшкӑрче тахӑшӗ аякра. Ҫакӑн хыҫҫӑн питех те киревсӗр сцена пулса иртрӗ. Унтан вӑл сунчӑкне уҫрӗ, унтан куҫран ҫухалчӗ. Ҫук, ҫук! Малтан Флоренцире проповедь калама шутлать, унта виҫӗ эрне пурӑнасшӑн, Сиенӑпа Пиза хулисене каять, юлашкинчен Пистойя урлӑ Романьяна таврӑнать. Вӑл пӗлӗтсене чӑмӑрӗпе хӑмсарчӗ, вӗрсе-сурса тухатрӗ, пӗлӗтсене пӗр вырӑнта чарса тӑнӑ пек, унтан аяккалла тӗртсе янӑ пек туса кӑтартрӗ. Мӗн патне илсе ҫитерчӗ-ха ҫакӑ? Пӗр кил умӗнче ватӑ карчӑк ларать, вӑл те ҫывӑрать, те тӑнне кӑна ҫухатнӑ; хӑй илтмест те, курмасть те, пӗр вырӑнта кӑна пуҫне усса ларать. — Сана вӗлернӗ кунранпах. — Тома халӗ пӗлӗт ҫинче лайӑх пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Сид. — Анчах вӑл хӑйне ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, пӑртак лайӑхрах тытнӑ пулсан… Тӗрлӗ тӗслӗ кӗленче шӑрҫа пулмасан, африка пасарӗнче укҫа вырӑнне «писэ» ятлӑ тӑватӑ сантима пӗлтерекен занзибар укҫи тата «виунга» ятлӑ хӗвелтухӑҫ ҫыранра тӗл пулакан уйрӑм тӗслӗ рак хуранӗ ҫӳрет. Тепӗр аманнӑ салтакӗ хуҫӑлнӑ урине сӗтӗрсе, хӑех унталла шӑвать. Чӑнах ҫапла! Куҫӗсем тем тарӑнӑшне путса кӗнӗ те йӗри-таврашӗпех хуралнӑ, тӑнлавӗсем сарӑхнӑ, яках мар, вараланчӑк ӳтлӗ питҫӑмартийӗсем аялалла йӑтӑнса аннӑ та михӗленнӗ тата шӗвӗ кӑна кӑтра ҫӳҫ пӗрчисемпе илемсӗррӗн витӗнсе ларнӑ. Хӑватлӑн ярса илчӗҫ юрра сасӑсем, вӗсем хушшинчех Серёжӑн ҫинҫе сасси те. Тӑшмана эпир ҫакӑнта кӗтсе илетпӗр, Клисурӑ еннелле пӑхмалла та мар… Ҫав пӗтӗм тӗтреллӗ сӑнарсем асаплантараҫҫӗ ӑна, канлӗх памаҫҫӗ. Аэлита ҫаврӑнса ларчӗ те плащ калпакне аялаллах, куҫӗсем ҫинех антарса лартрӗ. Вара ҫирӗпленсе тӑрса тӳреленчӗ, «икӗ аллине те пускӑчӗсенчен тыткаласа пусма ҫумӗпе малалла утрӗ. 9. Асӑннӑ Ту-Этемӗн кӑтартнӑ условисене тӗрӗс тытса тӑратӑп тесе чаплӑн сӑмах памалла. Ҫавӑншӑн Ту-Этем кунсерен пире пӑхӑнса тӑракан ҫынсенчен 1728 ҫын тӑранмаллӑх чухлӗ апат-ҫимӗҫ илсе тӑрӗ, пирӗн таса патша патне ирӗклӗн кӗрсе тухма пултарӗ, тата ӑна пиртен ытти ырлӑхсем те пулӗҫ. Вильсонпа Мюльредин пӗрре ҫеҫ мар пӗр ҫӗрте йывӑҫ ӳснӗ тӗме йывӑҫӗсене касса ҫул уҫмалла пулчӗ. — Мӗншӗн пустуй япалапа хӑтланмаллаччӗ ӗнтӗ? — Районран кӑтарту пачӗҫ, сирӗн патӑртан тӑватҫӗр вӑтӑр пӑт вӑрлӑх фончӗ илсе кайма хушрӗҫ. Чӑн-чӑн майра-патша пулса ҫуралнӑ эсӗ. Санпа иксӗмӗр хушӑмӑрти хамӑрӑн юратӑва эпӗ асрах тытатӑп, леш тӗнчере те асра тытӑп. Лешӗ крыльца ҫинченех кӑшкӑрчӗ: — Мӗн кирлӗ сана? Эпӗ яланах ҫакна асӑрханӑ: малтан ирсӗрлӗхӗн пӗр пӗчӗк туни палӑрать, унтан вара ҫав туна ҫине, йӗке ҫине ҫип купаланнӑ пек, ытларах та ытларах ирсӗрлӗх пухӑнса пырать. Вара мана кичемлӗх пуса пуҫларӗ. Турӑҫӑм! хӗрхен мана… Ҫирӗплетӗр халь! Пӗрремӗш курка ҫӗнтерекен командирсен ячӗпе, вӗсен экипажӗн сывлӑхӗшӗн. Вӑл час-часах сӑвӑласа калаҫатчӗ, туроксем пек урисене хуҫлатса вут умне ларатчӗ те сӑвӑсене мӑкӑртатса калатчӗ е юрлатчӗ. Мэри Грант ҫак самантра Джон Мангльс патне пычӗ. — Мистерпе миссис Гленарван, — терӗ вӑл, — асапсемпе мӑшкӑлран хӑтарас тесе, упӑшки арӑмне вӗлерме пултарсан, качча илме шутланӑ хӗрпе те унӑн упӑшки пуласси ҫавнах тума пултарать тесе шутлаҫҫӗ. Чӗри ун тӑтӑшшӑн тапнӑ. Хӳшӗре картсем тупсан, ман хамӑн та ҫавӑн пек шухӑш килнӗччӗ. Унӑн лаптак, ҫутӑ, пӑр пек куҫӗсем Гусев ҫинче чарӑнчӗҫ. Ҫурчӗсене Голландирен куҫса килнӗ ҫынсемех тунӑ пулмалла, тунӑранпа нумай ҫулсем иртнине пула, вӗсем чалӑшса кайнӑ, ҫивиттийӗсем йӑтӑна-йӑтӑна аннӑ, сӗрнӗ тӑмӗ хӑйпӑнса ӳкнӗ, стенисем те таҫта анса ларнӑ: юлашки хутӗнчи чӳрече тӑррисем те аран-аран курӑнаҫҫӗ. — Ҫапла, манӑн атте, эпӗ алӑри ача чухнех вилнӗ, анне вилни — ҫулталӑк ҫитрӗ. Кӗске вӑхӑтлӑха та пулин фабрикӑшӑн тӑрӑшассинчен, ун ҫинчен шухӑшлассинчен хӑтӑлма пултарсанах, Артамонов ҫӗнӗрен ҫынсене юратми пулса тӑнӑ, хӑйӗнпе кӑмӑлсӑрланнине туйнӑ, ҫак туйӑмсем ӑна ҫӑра тӗтре пек ҫавӑрса илнӗ. Вӑхӑт каҫ енне сулӑнчӗ. — Часах иртет ӗнтӗ? — пӑшӑлтатрӗ Пантелей ларса. — Манпала сывпуллаш та ҫывӑрма кай, Андрей Петрович каҫарӗ. Вильям Марысьӑпа темле ледипе калаҫнӑ пекех калаҫрӗ, ҫакӑ вара хӗре питӗ иментерчӗ. Гильзӑран тунӑ лампа — «сталинградка», йӑсӑрланса, ҫӗрпӳртре ҫутатсан, эпӗ унӑн ӑшчикӗ самаях аслӑ пулнине тата унта тирпейлӗх пулнине асӑрхарӑм. Вӑл тӑвӑлпа ҫырана ҫапӑнса ваннӑ. Андрей окопӗ умӗнче, пӗр аллӑ метрта, темскер ҫиҫсе илчӗ те, тӗтӗм кӑларса умлӑ-хыҫлӑнах икӗ хутчен хаплатса кайрӗ, унтан вара йӗри-тавра темскер вӑшик-вӑшик! шӑхӑрса, ҫӗре пыра-пыра ҫапӑнчӗ. Ӑҫта-тӑр малта Олизар, ейкеленчӗклӑн хуҫкаланса, ватӑ та ӳркевлӗ кастаркӑҫ айӑрӗ ҫинче вӑрттӑн-вӑрттӑн ҫаврӑнкаласа:Ларар почта каретине хӑвӑртрах, Ларар почта каретине хӑвӑртта-а-а-рах, — юрласа ячӗ операттӑран. Ак ҫакна та илсе кай — кунта тумтир, — ил те чуп!.. Ман пурӑнӑҫ йӳҫӗ пулсан та, эпӗ ӑнланаймастӑп: мӗнле-ха апла пуринчен те пӑрахса тарма пулать-ха? Чӑнахах та ураран ӳкетӗп. Сланецсем хыҫҫӑн пӗр пек тикӗс выртакан яп-яка сийлӗ гнейс чулӗсен ӗречӗсем тӑсӑлса кайнӑ. Вӗсем ҫыранран кактуссен тӗттӗм чӑтлӑхне асӑрханса анчӗҫ. — Ну, ну, чӑкӑлтӑш! — терӗ ӑна Увар Иванович. Эпир унта, трактирте, вырнаҫӑпӑр! Эсир ман ҫуртра пурӑнни ҫакӑн пек ӗҫсемпе вӗҫленнӗшӗн питӗ кӳренетӗп. Ҫапла вара, кӑткӑ йӑвин тӑрри шывран тухса тӑрать. Ҫичӗ сехет ҫапрӗ. Ковёр ҫине чупса пынӑ хушӑра вӑл аллисемпе тути ҫумне сӗртӗнчӗ те, хӑй вирлӗн чуптунине халӑх ҫине сапса янӑ пек аллисене артистла сарса хучӗ. — Ав мӗнле эс… — Ара, эсир… эсир. Циркра вылякансем аслӑ ҫул хӗррине ҫӗр каҫма чарӑннӑ. Эпӗ вӗсем патне пытӑм та татӑк ҫӑкӑр ыйтрӑм. Канлӗн выртас вырӑнне вӑл, темле йӑлӑхтаракан шухӑш ыйӑхне сирсе янӑ пек, пӗр аякран тепӗр аяк ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна выртнӑ. Халӗ Небраскра, прерире, темле ҫӗнӗ Познань тума тытӑннӑ, анчах вӑл инҫетре. — Вӑл вӗт, тӗрӗссипе каласан, сахал пӗлет. Эсир ыттисем пек ухмах мар, анчах хӑвӑра пӑхӑнса тӑракан ҫынсен сывлӑхне сыхласси ҫинчен, нимӗн чухлӗ те ӑнланаймастӑр. Эпир вырӑнсене улӑштаратпӑр: вӑлт кӗҫех харлаттарма пуҫласа, урапа ҫине тӑсӑлса выртать те, унта урӑх никам валли те вырӑн юлмасть; эпӗ ҫӳлӗрех вырӑна ларнӑран ман куҫ умне чи ырӑ ӳкерчӗк тухса тӑрать: ку вӑл хамӑрӑн Хӑлӑхсӑрри, Тиечук, Сулахайри тӗпри тата Аптекарь ятлӑ тӑватӑ лаша, эпӗ вӗсене, вӗсен уйрӑмлӑхӗсене чи пӗчӗк паллисем таранах пӗлсе тӑратӑп. Эсир ирӗклӗ, офицер господасем. Людмила амӑшне хул айӗнчен тытрӗ те ним шарламасӑрах унӑн хулпуҫҫи ҫумне пӑчӑртанчӗ. Акӑ ҫыру ҫинчен аса илчӗ те вӑл, ҫырӑвӗ унӑннах иккенне туйса, темӗн пулнӑ пек хыпӑнса ӳкрӗ, ӑна вулама васкарӗ Чӑнах та вӑл ҫырнӑ иккен. Негоро туземецсене Дика вӗлерме мӗншӗн чарнине тавҫӑрма ҫӑмӑл: вӗлериччен вӑл ӑна хӑрушшӑн, тискер ҫынсем кӑна пӗлекен майпа асаплантарасшӑн. Тӑшмана вӗлерсен тин ӑшаласа ҫини, паллах, темӗскерех мар, анчах ӑна вилес килмен ҫӗртен вӗлерни вара пысӑк инкекех пулать. — Анчах ҫӗнтерессине эпир ҫӗнтеретпӗр, ҫапла! Ку акӑ мӗнле пулчӗ. Мортирӑсем патӗнче пулнӑ 20 салтакран саккӑрӑшӗ анчах сыввӑн юлнӑ. Пичче ӑна малтанах укҫа парасшӑн пулчӗ, анчах вӑл илмерӗ. Лури кӑмӑлӗ начарччӗ пулас, начар пулман пулсан вӑл Румынин ҫав салху станцийӗ тӗлне вӗҫсе килесшӗн те пулман пулӗччӗ. Кирила Петрович хӗр ухмаха ерчӗ пулӗ тесе шухӑшларӗ те, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Иван Павлыч! — Ҫылӑх пӑтратрӗ, Макарҫӑм… Карчӑкӑм ӳкӗтлесе пуҫа ҫавӑрчӗ, ара ҫӗрлехи куккук — вӑл кирек хӑҫан та куккукласа ҫитеретех мар-и… Мӗн хистенӗ пулать-ха сире, мӗнле калас, хӑвӑр ирӗккӗн ҫапла цехра тасалӑх тытассишӗн ҫунма? Темӗнле тӑтӑрха, хӑюллӑ хум, хӑй ҫийӗн ҫӑмӑллӑн та пылаккӑн ҫӗклентерсе, йӑтса илчӗ сасартӑк Ромашова. Фома хӑй ҫине илнӗ малтанхи ответлӑ ӗҫпе хӑпартланнӑ, Ефим ҫамрӑк хуҫа пынишӗн хӗпӗртенӗ, — ҫамрӑкки, ватти пек, кашни кӑлтӑкшӑн асӑрхаттару туман, хӗрсе кайса вӑрҫман; паллах, кимӗ ҫинчи икӗ аслӑ ҫыннӑн кӑмӑл юхӑмӗ аванни мӗнпур команда ҫине хӗвел пайӑркисем пек ӑшшӑн ӳкнӗ. Такам ҫинҫе сасӑпа юрласа ячӗ: Эсир кӗрешӳре вилтӗр… Чарӑнчӗ те вӑйсӑррӑн кӑшкӑрчӗ: — Вӗсем кӗҫех тапӑнса кӗреҫҫӗ. Артур чемоданран тирпейлӗ чӗркенӗ рамка ӑшӗнчи портрета кӑларчӗ. Эпир ӗмӗрсем хушши ташлатпӑр. Куратӑр-и унта — наркӑмӑшлӑ газсем шухӑшласа тупнӑ. Шултра ҫумӑр та ӳккелеме пуҫларӗ, Елена ҫакна та асӑрхамарӗ; анчах ҫумӑр вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ, ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫиҫрӗ, аслати кӗмсӗртетрӗ. — Мӗнле майпа? Ыйтас килет-ха: ну, мӗн шуйттанӗ тума эсӗ кулаксене пирӗн пата ятӑн? Вӑл, ачам, хӗрарӑм аркипе пытанма хӑтланакан сан йышши революционерсене кӑна хӑратма пултарать. Ҫук, эпӗ унран ыйтмастӑп… Вӑл пӑшӑрханас та ҫукчӗ ӗнтӗ, анчах унӑн каллех ӗҫсе тӑранмалла мар ӑш ҫуна пуҫланӑ, ҫавӑ ӑна кашни минутӑрах хытӑран хытӑ асаплантарнӑ. Ман серепе пулас… Ҫавӑнпа эпӗ пӗр самант чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн тин ӑна ҫапла каларӑм: — Эсир ирӗк парас пулсан, Мери Джейн мисс, ӑна ӑҫта хунине эпӗ сире каламӑттӑм. Ун ҫинчен эпӗ сире хут ҫине ҫырса парӑп, эсир вара, кӑмӑлӑр пулсан, ҫав хута Лотроп мистер патне кайнӑ чух ҫул ҫинче вулӑр. Ман шутпа — пирӗн ҫав планпа усӑ курас пулать, — вӑраххӑн каласа хучӗ хӗр. Вӑл — лайӑх ҫын, анчах ӑна питӗ хытӑ, ним хӗрхенмесӗр кӳрентернӗ; пурнӑҫ ӑна, амаҫури амӑшӗ тӑван мар ывӑлне тыткаланӑ пекех, терт кӑтартнӑ. — Халь кӑшт каярах пулчӗ ӗнтӗ, Овод юлташ. — Паллах ӗнтӗ, эпӗ лаша ҫинчен каларӑм. — Паллах, гейзер, — тет пичче, — Исландири гейзерсем евӗрлех. Анчах Рудольф Митмана канӑҫ тени пит кирлӗ пулсан та, канма кунта та май килмен. Митман юлашки вӑхӑтра хӑй ҫав тери вӑйсӑрланса ҫитнине туйнӑ, ҫитменнине тата ӑна нервисем аптӑратса ҫитернӗ. Гремячий Лог хуторӗнче пӗтӗмпе 184 мӑшӑр вӑкӑр тата 73 лаша пур ҫинче ҫураки планне пурнӑҫлама йывӑрах та мар. Тӗксӗм тарӑн куҫпа пӑхса ларчӗ Рыбин ун ҫине, — пӗрре ыйтрӗ, тепре хирӗҫ каласса кӗтрӗ. — Иккӗленмелли ҫук. — Хӑлхара мӗн ҫӗр каҫипех, мӗн иртенпех Мариновский патӗнче виҫӗ хут каласа венчетре юрланӑ «Господи, помилуй» илтӗнсе тӑрать; пуҫран та тухмасть вӑл, пырта та ларать пек. Вӑл — урӑххине юратать. — Сивӗ! — терӗ чирлӗ ҫын. Австралин ҫӗрӗ урлӑ каяс тесен, ҫул ҫине валли хатӗрсем кирлӗ пулаҫҫӗ, вӗсене Гленарван ирландецран илесшӗн пулчӗ, вара часах унпа килӗшӳ туса, «Дункан» пассажирӗсем Айртонпа ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен калаҫрӗҫ те, яхта ҫине каялла кайрӗҫ. Кайса килнӗ чухне ҫул хаваслӑ пулчӗ. Ҫак кун ирттиччен пурте тепӗр майлӑ ҫавӑрӑнчӗ. Урӑх иккӗленсе тӑрасси те пулмарӗ. Коля Колокольчиков ҫаплах ҫук-ха, проводсене ҫаплах тӳрлетмен-ха. Хӑйӗн пурнӑҫӗнче ача нихҫан та хӑй хальхи пек вӑйсӑррине, никамран пулӑшу илме ҫуккине, тӑр пӗччен пулнине курман. — Сасартӑк — ҫырантан шӑв-шав, ахӑлтату, параппан сасси илтӗнсе каять, факелсем ҫутатаҫҫӗ… Павел лӑпкӑн калаҫма пуҫларӗ: — Парти ҫынни пулнӑ май эпӗ хамӑн партин судне ҫеҫ йышӑнатӑп, ҫавӑнпа та тӳрре тухас тесе каламастӑп, ман пекех хӳтӗленине йышӑнма килӗшмен юлташӑмсен кӑмӑлӗпе — эпӗ сире эсир ӑнланайманнине ӑнлантарса пама тӑрӑшӑп. Баржа ҫинелле пӑхатӑп та пӗчӗк ача чухнехине аса илетӗп, Аҫтӑрхантан Чулхулана кайнине, аннен тимӗр пек хытӑ сӑнне тата кукамая — хама ҫак йывӑр та интереслӗ пурӑнӑҫа, ҫынсем хушшине ертсе кӗртнӗ этеме — аса илетӗп. — Ывӑнтӑн? Пӑх-ха эсӗ ӑна, епле ахӑрса ячӗ вӑл ман ҫине! Петр, лампадӑн кӑвакрах ҫутине ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗ пирки, вӗҫӗмсӗр вӑрӑм каҫсенче ҫав ҫутӑ мӗншӗн те пулин сӳнсен, тӳрех вӑранса кайнӑ. — Юлташсем! — илтӗнчӗ Павел сасси. Хӑй хӗр ҫинчен шухӑшланӑ пулин те, Янси те ирӗксӗрех сасӑсене итлеме пуҫланӑ. Кунта чарӑнса кӗтсен авантарах пулӗ, тен ҫил-тӑман лӑпланӗ те, пӗлӗт тасалӗ, вара ҫӑлтӑр тӑрӑх ҫул тупӑпӑр, — терӗ. — Пурне те пӗлсе тӑратӑп, — кӑшт тӑхтасарах ответлерӗ Осип Михайлович. Ванюк каллех ашӑк айне кӗрсе выртрӗ. Ҫапла ӗнтӗ Роберт космографи енӗпе пӗчӗк урок илчӗ, тата, юлашкинчен, Виктори провинцинчи ҫулталӑкри вӑтам температура Цельсипе 23° танлашнине те пӗлчӗ. Ҫакӑ вара эпӗ малтан сӑмах калама пӗлмен ӑс-тӑнсӑр выльӑхсене тем тума та вӗрентме пултарнӑ халӑх ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи пур халӑхран та ӑс-тӑнлӑрах пулӗ тесе шухӑшлани чӑн пулнине ҫирӗплетсе пачӗ. — Эпир сиртен пире предприятисем уҫма ирӗк пама, пире погромсенчен хӳтӗлеме пуҫҫапса ыйтатпӑр, — пӑчӑртаса кӑларчӗ Фукс йывӑр сӑмаха. Ҫав тери хавасланчӗ вӑл, вара чӑтса тӑраймасӑр, ҫавӑнтах кондитерскине тухса кайрӗ; ун ҫийӗнчех, кирек мӗн пулсан та, темиҫе кун каялла сут тунӑ пек ӗҫлесси килсе кайрӗ… — Эпӗ выляман… — теме пуҫланӑччӗ Аркадий, анчах чарӑнчӗ. — Эпӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑм. Уйӑхӑн тепӗр енне, урӑхла каласан, кутӑн енне, халиччен пӗр ҫын та курман, эпир кӑна, унӑн пӗрремӗш сӑнавҫисем, ҫавӑнта пулатпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн капитан унта пулма ӗмӗтленет. Чӑнах, пирӗн служба чыслӑ ӗнтӗ, пур начальниксем те «эсир» тесе чӗнеҫҫӗ, сӗтелсене хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ, пур ҫӗрте те тап-таса, ун пеккине кӗпӗрне правленинче ӗмӗрне те курас ҫук. Мӗн пулса иртет халӗ ун чӗринче? Каялла таврӑнсан, эпӗ хам патӑмра доктора тӗл пултӑм. Базаров анасласа илчӗ. Чипер ӑс-пуҫлӑ ҫын тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мара мӗншӗн арман чулӗ ҫине чӗркелетӗр? Каларӑм-ҫке, апла пулма пултараймасть! — Э, эсир хӑвӑр тӑмпай пулни ҫинчен те пӗлмен пуль, эпӗ вара пӗлетӗп, — кӑшкӑрса ячӗ господин. Шарламан Ерофей Кузьмич, хӑйне хӑй пусарма тӑрӑшнӑ; Андрей вилни ҫинчен хыпар килнӗренпе вӑхӑт ытла сахал иртнӗ ҫав, кинӗпе харкашма аван мар ӗнтӗ. Ҫавна вӑл чапа тухнӑ Манэ ҫӗвӗҫе ҫӗлеттересшӗн пулса пайтах ҫӳрерӗ-ха, ҫӗлӗкӗ те, муфти те тиртенех пулмаллине эп ӑнланманшӑн ман ҫине ҫиленнӗччӗ те. Анчах ку ӗҫе аслӑ улпут арӑмӗн чыслӑ ятне хутшӑнтарнӑ. — Нивушлӗ, Аксель, эсӗ ҫаплах иккӗленсе тӑрасшӑн-и? Патшан ҫывӑх ҫыннисем, арӑмӗсем те унпа пӗрле савӑнаҫҫӗ. — Тихон пӗлет! — терӗ ашшӗ ҫиллесӗн тепӗр хут. Вӗсем малтанхи чул куписем уммипе чупса иртсенех, чулсем хыҫне пытаннӑ хӑвалакансем сиксе тӑнӑ та кӑшкӑрма, утиялсемпе сулкалама тытӑннӑ. Акӑ мӗн — пар мана унпа калаҫса татӑлма… Базаров тӗрӗс каларӗ. Каҫхине Катяпа калаҫнӑ чухне Аркадий хӑйӗн вӗрентекенӗ ҫинчен пачах манчӗ. Вӑл ӗнтӗ Катяна пӑхӑнма та пуҫларӗ, Катя кӑна хӑй те туйрӗ, анчах тӗлӗнмерӗ. Аркадин тепӗр кунне Марьинӑна, Николай Петрович патне, каймалла пулнӑ. Анна Сергеевна ҫамрӑксене кансӗрлеме тӑрӑшмарӗ, чыслӑхшӑн кӑна вӗсене ытлашши вӑрахчен пӗччене хӑвармарӗ. Мӑнаппӑшӗ, ҫамрӑксем мӑшӑрланас хыпара пӗлсен, ҫилленнипе макӑрсах янӑ, ҫакна пула ӑна ҫамрӑксенчен уйӑрчӗҫ. Малтан Анна Сергеевна ҫамрӑксен телейне курса тӑни хӑйшӗн йывӑр пуласран хӑранӑччӗ, анчах пачах урӑхла килсе тухрӗ: ку ӗҫ ӑна йывӑр пулма мар, — йӑпатса, юлашкинчен кӑмӑлне те савӑнтарса ячӗ, Анна Сергеевна куншӑн хӗпӗртерӗ те, хурланчӗ те. «Базаров тӗрӗс пулчӗ пулмалла, — шухӑшларӗ вӑл: — сӑнама юратни, пӗр сӑнама юратни кӑна, канӑҫлӑха юратни тата харпӑр хӑйне юратни…» — Ачасем! — терӗ вӑл хыттӑн: — юрату меӗн вӑл, иртӗхекен туйӑм-и? Анчах Катя та, Аркадий те ӑна ӑнланмарӗҫ. Ҫав ҫутӑ пайӑркисем халь, ӗнтӗ кӑнтӑрлахи пек ылтӑн тӗслӗ мар, усал хӗрлӗ тӗслӗскерсем — вӗсем аслатиллӗ ҫумӑр килессе пӗлтереҫҫӗ: Суд тумалли ҫынсен скамьи ҫинче халь Морис Джеральд мар, Кассий Кольхаун ларать. — Мӗншӗн вите таврашӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑрать? Ҫак вӑл хамӑр вӑйсем ҫине шанассине ҫирӗплетет тата коммунизмӑн ҫӗнӗ ҫӗнтерӗвӗсене ҫӗнсе илме ҫӗнӗ кӗрешӗве мобилизацилет. Ҫапла май тупса эпӗ корольпе майрине джига каласа парса пит савӑнтартӑм. Акӑ вӗсем, ухатниксем, — вӗсен ӗҫӗ ку. — Шалта ыратать ман, панычу, шӑп та шай чи варринче, ҫавӑнпа ӗҫме те, ҫиме те пултараймастӑп. Ҫамантрах чупса ҫитрӗм. Ӑнӑҫман пӑлхавсем ҫинчен эпир историре пайтах пӗлетпӗр те, анчах вӗсем чапсӑрах пулман. Ҫакӑн пек трагедилле чапсӑр путланнӑ пӑлхавсем ҫинчен пӗрре те илтмен. Поляксене каялла чакма парас мар тесе, утлӑ дивизисем хӑйсен ҫулӗ ҫинчи пӗчӗк чугун ҫул кӗперӗсене ҫӗмӗрсе, чугун ҫулсене пӑсса пыраҫҫӗ. Ҫул тӑрӑх экипажпа та, лашапа та пыма май ҫук, ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем Австралинчи фургон ҫуккишӗн пӑшӑрханмарӗҫ. — Пӗрремӗшӗ ыран тухать… Эпӗ ӑна мӗнле пырса тытнине ачасем те курчӗҫ. Чӑнах та ӗнтӗ, ҫапса та ятӑм эпӗ ӑна. Ҫӗр! Лар-ха ҫакӑнта, манпала ҫуммӑн… — А эпӗ? — кӑшкӑрса ячӗ Женя. — Чӑнах та Микитене илмеллеччӗ, — тенӗ вӑл алӑк хыҫӗнчен шикленсе тухса. Радӑна хваттерте усракан Муратлийский хуҫа арӑмӗ хаклӑрах япалисене пухрӗ те ачасемпе пӗрле хӑйӗн ҫуртне пӑрахсах хула халӑхӗ хыҫҫӑн тарма шухӑш тытрӗ. — Пурнӑҫра пулать ун пекки… Ну, мӗн те пулин кансӗрлерӗ пулсан — пӗлтер, ан та чӗн. Эпир сана ырӑ тӑвасшӑн, эсӗ те усал ан пул, пирӗн патӑртан ҫирӗм миля аяккалла кай. Халь хӑнасем ҫӳремелли вӑхӑт мар: ун патне, чипер хӗрӗм, тухтӑра е пачӑшкӑна ҫеҫ кӗртме юрать. Мойсей Мойсеич ҫамки патне пӳрнине тытса ҫавӑркаларӗ те малалла калаҫрӗ: — Ӑсран тайӑлнӑ вӑл… пӗтнӗ ҫын. Хӑрать ҫав вӑл хулана кӗме, ялавне те хула тулашӗнчи курган ҫине ҫеҫ лартрӗ. Хута паллӑ турӗҫ, ҫырса хучӗҫ, нумер лартрӗҫ, ҫӗлесе хучӗҫ, алӑ пусрӗҫ, пурне те ҫакна пӗр кун хушшинче туса пӗтерчӗҫ те шкапа вырнаҫтарчӗҫ. — Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче-и? — Эсӗ мана итле, халӑхран аяккарах ҫӳре, унсӑрӑн ҫапла ухмахлах вӗлерӗҫ. Тинӗссем типеҫҫӗ. Пӳртре виҫӗ ҫын пулнӑ. Пуян Фукс, хӑйӗн хӗрӗсемпе арӑмне лартса, хуларан ӗнерех тухса тарнӑ, туприне сыхлама йӑваш та хӑратса пӗтернӗ вунтӑхӑр ҫулхи Риво прислугине хӑварнӑ. Унта эсир ӗлӗкхи пек хӑна пӑхма юратнине те, хӑвӑр палланӑ ҫынсене те тупӑр. «Пӗрле кайӑпӑр, сиятельствӑ. «Палласа илеймерӗр-им? — терӗ тимӗрҫӗ. Ҫавӑн пек, ывӑлӑм. Раштав умӗнхи юлашки кун иртнӗ ӗнтӗ. — Ан пӑшӑрхан, эп ӑна шанчӑклӑ ҫӗре вырнаҫтарса хӑвартӑм, — лӑплантарасшӑн васкарӗ Боримечка. Эпир йывӑр та, хӑрушӑ вӑхӑта тӑрса юлтӑмӑр. Пульӑсен кӑвак ҫип пек йӗрӗсем ҫывӑхри «ҫӑпатаҫӑна» пырса ҫапӑнчӗҫ, лешӗ часах таҫта путрӗ. Чесловпа вӑл ертсе пыраканни тата ун звенинчи виҫҫӗмӗш самолёт нимӗҫсен шеренги хыҫӗнче ҫухалчӗҫ. Вӑт еплескерсем вӗсем, улпут майрисем, — хурланарах, ӳпкелешерех каласа пӗтерчӗ вӑл. — Эпӗ ӑна лайӑх пӗлетӗп, вӑл — алӗҫ ӑсти, ун пекки сайра тӗл пулать. Хутла лайӑх пӗлет. Ҫак сӑмахсене каланӑ вӑхӑтра, ҫурма ҫарамас, пилӗкне сӑран чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, сӑмси ҫине лартса янӑ куҫлӑх витӗр пӑхакан пичче, каллех минерологи ӑслӑлӑхӗн хӑрушӑ сӑнлӑ профессорӗ пулса тӑчӗ. Кӗтесре пысӑк та йывӑр юман арча ларнӑ, вӑл кӗпе-йӗм хума тунӑ туртса уҫӑлакан ещӗксемлӗ. Ҫав арчана лартса пӳлсе хучӗҫ те ӗнтӗ вӗсем пусма патне тухакан алӑка. Килте халь ашшӗ, амӑшӗ, кил пӑхса пурӑнакан иккӗмӗш ывӑлӗ, тата Мускавран праҫник тума килнӗ аслӑ ывӑлӗ, хӗрарӑмсемпе ачи-пӑчисем пулнӑ; килтисемсӗр пуҫне тата хӑнана пынӑ кӳршӗпе кумӗ пулнӑ. Эпӗ хӗрарӑм питӗнчен тӗлӗнсе пӑхрӑм, — вӑл пӗр пӑлхавсӑр сӑн-питлӗччӗ, — ҫакскер пӳлӗм кӗтессине, кӗрен абажур айӗнче лампа ҫунса тӑракан сӗтел патне кайса ларчӗ те, сӗтел ҫинчен черви валетне илсе ӑна пӑхкалама тытӑнчӗ. Вӑл, кулса, Николая хулпуҫҫинчен ҫапса илчӗ те малалла калама тытӑнчӗ: — Ку вӑл, тӑванӑм, ача чирӗ, хӗрлӗхен йышшискер. Вӑл урапа кӗтессинелле тайӑнса, тӗлӗрсе пыракан ҫын пек ларать. А эсир… Малалла вӑл еннелле кайсан, усси пулас ҫук. Эсир инҫете ҫул ҫӳреме кайнӑ пек туйӑннӑччӗ мана. Паянлӑха ҫитӗ. Лалкӑн юратнӑ тусӗ Рада ҫуртра пурӑнни вӗсене йывӑр хуйхӑран кӑштах йӑпатать, йӗрӗнессипе кураймасси вырӑнне халь инкек чӑтса тертленекен ҫурт-йӗрсӗр хӗре ҫывӑх курни палӑрчӗ. — Вилнӗ ҫав. Акӑ… алӑсенче те, урасенче те! Каялла Каса-дель-Корвӑна килнӗ чухне, Леона урлӑ каҫнӑ чух вӑл лашине шыв варринче тӑратрӗ. Юлташ, атьӑр ман пата! — Вӑт — пӑхӑр та ӗнтӗ! Шӑтса-путса пӗтнӗ вилтӑприне типӗ ҫилсем ҫиеҫҫӗ, кӑнтӑрлахи хӗвел хӗртсе вӗрилентерет, чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсем ислентереҫҫӗ, раштав сиввисем ҫурса таткалаҫҫӗ, анчах ҫак вилтӑпри тӗмески ҫав ҫавах, пин ҫул авал тӑнӑ пекех, ҫеҫенхирте пуҫпулса, хавшанми тӗреклӗн ҫӗкленсе выртать. Яков Артамонов васкамасӑр, аллисене кӗсйисене чиксе, хулхушшине йывӑр туя хӗстерсе утнӑ май, ҫынсем ӑнланмалла мар, тӗлӗнмелле ухмах пулни ҫинчен шухӑшланӑ. Вӗсем хыҫҫӑн вӗтӗ шӑрҫасемпе илемлетнӗ мӑй ҫыххиллӗ Чиперкке, нухрачӗсене чӑнкӑртаттарса, хаваслӑн чупса тухрӗ. — Сансӑр пуҫне те, сансӑр пуҫне те, Суламифь! Мӗншӗн эсӗ хӑвӑн кун пек сӑмахусемпе пирӗн пата сӗкӗнетӗн? — Кая юлтӑн эсӗ, — терӗ ашшӗ, шӑллӗ патнелле пынӑ май, куҫҫулӗсене шӑлса; манах, тимӗр шапа пек, пуҫне курпунӗ ӑшнелле туртса кӗртрӗ. Ман шутпа кашни савӑта пробка тӑхӑнтартма ман вунӑ хут хускалмалла пулнӑ пек. Агафонӑн чечче шатри путӑк-путӑк йӗрлесе пӗтернӗ пичӗ-куҫӗ тӑрӑх шупка йӗрсем тӗмпӗл-тӗмпӗл улаланса тухрӗҫ. Вӑл та хытӑрах калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ сире лаша витинче е вӑкӑр витинче ҫӗр ҫывӑрса пурӑнма сӑмах паман! — Кунта икӗ дивизи чикки апла? Наталья малтанах шикленсе пӑшӑрханнӑччӗ, анчах халӗ ун ӑшӗнче амӑшне хирӗҫле кӑмӑл ҫӗкленме пуҫларӗ, ун ҫинчен ытларах пӗлесси килчӗ. — Эсӗ Еленӑпа калаҫса тӑранаймарӑн-им? — Мӗншӗн? Мирон тӑрса утрӗ, алӑк янахне хулпуҫҫийӗпе ҫапӑнчӗ те ӑна аллипе сӑтӑркаласа илчӗ. Тыррине тивертсе ярӑп та — хам та вут-ҫулӑм ӑшне сикӗп. Эпӗ хам шухӑша ӑна пӗлтертӗм. Ҫакӑ вара ҫынсене калама ҫук хаваслӑ пурӑнӑҫпа пурӑнма май панӑ, кун пек хаваслӑ пурӑнӑҫ урӑх ниепле майпа та ҫуралма пултарайман пулӗччӗ. Хӗрарӑм ҫавӑнтах унӑн сассине чӗтревлӗн ярса та тытнӑ: — Эх, ӗҫке-ҫике чун-ӑм йышӑн-м-а-сть… Рейдере епле шырани ҫинчен тӗплӗн-йӗрлӗн каласа парсан, сире кичем пулнӑ пулӗччӗ. Унтан, ассӑн сывласа:— Эх, эсӗ, йӗксӗк… — тесе хушса хунӑ. — Мӗнле, сирӗн вӑл яланах ҫакӑн пек-и? — нимӗн пулман пекех ыйтрӗ Базаров Аркадирен, икӗ тӑван хыҫҫӑн алӑк хупӑнсан. Воропаев, ним тума аптраса, илсе килнӗ ҫырусене тыта-тыта пӑхрӗ. Бенедикт пичче ҫавӑнтах ҫак тӳрӗ ҫунатлисене туземецсем апатра усӑ курнине пӗлтерчӗ — ку тӗп-тӗрӗс пулнӑ, — ҫулҫӳревҫӗсем вара «пӗлӗтрен ӳкнӗ маннӑна» васкаса пуҫтарма пуҫларӗҫ. Ыйтатӑп сиртен, кирлӗ мар. Эсӗ мӗн ыйтнине пурне те тума хатӗр», — тейӗ. Пурте тӗлӗнчӗҫ: вӑл питех те савӑнӑҫлӑ, калаҫма юратакан, вашават ҫын пулнӑ иккен. Юртӑпа е уттипе нихҫан та ҫӳремен. Эпӗ сисетӗп: манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫунать, мана хӗртнӗ тимӗрпе пӗҫертсе илнӗ пекех туйӑнать. Шӑллӗн сӑмахӗсем ӑна каллех пӑлхатма пуҫларӗҫ, хӑйсем ҫивӗч пулнипе тӗлӗнтерсе, хӑратса хускатса ячӗҫ. Ытах та тепӗр ҫын пулнӑ пулсан… — Юрататӑп ҫавӑн пек пуҫа ҫӗмӗрмелли япаласене! Ҫапӑҫу пӗтиччен. Атьӑр… Хулана ҫитсен авӑ юлашкине ярса пӗтертӗм. Унӑн пуҫне пӗр шухӑш ыраттарнӑ: акӑ ҫаксене пурне те уншӑн тӑваҫҫӗ, анчах, ҫапах та, хай вӑл кунта — нимех те мар… Ҫав Эрхип чиркӳре пулнӑ-мӗн, кӗлтуса хӑй ҫылӑхӗсене каҫарттарнӑ. Ҫынсем хайхискер: «Тӗнче пӗтет! — Ун пек пулма пултараймасть! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, ӑна аллинчен тытса; — эсӗ мана юрататӑн; эпӗ тем тума та хатӗр. Лав порталла кайнӑ чух пӗр лупашкана кӗнӗ те унтан тухаймасӑр ларать. Савӑнӑҫлӑ терӗм!.. — Эсир унпа калаҫрӑр-и? — Калаҫрӑм. Вӑл пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ. Ун куҫӗсем Джеммӑна тӗлӗнтерчӗҫ. Полина вӑл шӑтӑка пӳрнине чикрӗ те сасартӑк, нӑшӑкласа илсе, хуллен, анчах та ҫав тери вӗри хаярлӑхпа:— Ах, эсӗ ӑна пеме ӗлкӗрейменшӗн шел! — Тӑхта, Паркер, — терӗ тепри. — Акӑ манран тепӗр ҫирӗм доллар, хӑма ҫине хурса пар… Алли штурвала хӑй тӗллӗнех ҫавӑрчӗ. Анчах ҫав ашкӑнусене тата ашкӑннӑшӑн ҫаптарнисене Маша ырлама тивӗҫлӗ ӗҫ пек шутланӑн туйӑнчӗ, вӑл Василие тата вӑйлӑрах юрата пуҫларӗ. Амӑшӗ ҫак йӗкӗтсем виҫҫӗшӗ те тӑрана пӗлмен выҫӑ чунсем пек итленине, Рыбин калаҫнӑ чух кашнинчех вӗсем ӑна питӗнчен сыхласа тӑракан куҫпа пӑхнине асӑрхарӗ. Ҫакӑнтан эпӗ пирӗн Европӑри географсем, Японипе Калифорни хушшинче океан пур тесе шутланипе, пысӑк йӑнӑш тунине чухласа илтӗм. Хыпарҫӑ ҫип ҫӑмхиллӗ туйине кӑвайт патне хурать те Урата еннелле пичӗпе вырнаҫать. Базаров ҫӗртен кӗнекине илчӗ. Пуху хыҫҫӑн Корчагин урамра Цветаева кӗтсе тӑчӗ. — Ну, эс ху та начарах шухӑшламан… пӑхсассӑн, йӑвашскер кӑна та… — Телей тупасшӑн мар, — тепӗр хут каларӗ Устенька пӑшӑлтатса тата вырӑнтан кӑшт ҫӗкленсе. Ан лутӑрка, Любим, ӑна ан мурикле! — Йӑлтах тӑна ҫухатрӑм-ши капла. Чирлес умӗн хӗрача тата тепӗр ӳкерчӗк тума тытӑннӑ, тет, — чи лайӑххи пулмалла пулнӑ, тет, вӑл, ҫавна ӳкерсе пӗтериччен вилес марччӗ тесе, кунӗн-ҫӗрӗн турра кӗлтунӑ, тет, анчах пурпӗр вӗҫлеймен — вилсе кайнӑ. Манӑн хамӑн та пӗтӗм ӑш-чик чӗтрет. — Халӗ канлӗн ҫывӑрма выртӑр та ирччен ҫывӑрӑр, ҫӗленсем урӑх сире кансӗрлес ҫук. Инҫетре, хумлӑ-хумлӑ уй леш енче, — Звенигородӑн ылтӑн пӑнчисем. — Правление пӑрахса хӑварса суха тума тухса каятӑн-и? Хӗр шараҫлӑ маслин алӑк патне пынӑ, пичӗпе ун ҫумне ҫыпӑҫнӑ та:— Эпӗ пурӗ те сан чуру ҫеҫ пуласшӑн, Соломон, — тенӗ пӗтӗм кӑмӑлран. Дик Сэнд ухутара чухне тури Казонде ҫынҫиенӗсем шӑп та шай ун умне пырса тухма пултараҫҫӗ. — Миҫе кӑвакарчӑн санӑн? Тӳпере, ҫеҫенхир ҫинелле сӑнаса пӑхса, пысӑк ҫунатлӑ ӑмӑрт-кайӑксем вӗҫеҫҫӗ. Йӑмӑкӑмҫӑм манӑн, савнӑскерӗм, хӑв куҫусемпе пӗрре пӑхса илнипех, хӑв мӑйу ҫинчи пӗр шерепепех тыткӑнларӑн эсӗ ман чӗрене. — Критикӑлама тивӗҫлӗ пулма — пӗр-пӗр чӑнлӑха ӗненес пулать, — анчах эсир мӗне ӗненетӗр? — ыйтрӗ вӑл манран. Автор халапӗсем тӗлӗшпе король каланӑ шухӑшсем. Сӳтсе-явнӑ чухне пурте Развалихина хытӑ ятлама сӗнчӗҫ, анчах Корчагин тӑчӗ те кӗтмен ҫӗртенех:— Малашне кӗме права памасӑр кӑларса пӑрахмалла, — тесе хучӗ. — Мӗн чухлӗ патӑн? — Ростовра тунӑ тата Саратовра… Ривэра нимӗн те чӗнмен. — Анчах фортра мана Морис-мустангер тесен лайӑхрах пӗлеҫҫӗ. Ултӑ тарҫӑ хӑйсен хуҫипе арӑмӗн виллисем патне ҫывхарчӗҫ. «Инкек куртӑмӑр!» кӑшкӑрчӗ паром ҫинчен лутрарах козак. Хапха айӗнчен обоз патнелле пӗр пӗчӗк хӗрлӗ йытӑ сиксе тухрӗ. — Йывӑр ҫав, — килӗшрӗ те Никодим атте, йӑвашшӑн, йӳҫҫӗнрех ыйтрӗ: — Астӑватӑн-и, атте мӗнле вӗрентетчӗ: эпир — хура ӗҫ тӑвакансем, ку ӑслӑлӑх пирӗншӗн ытла ҫӳлте, тетчӗ? — Астӑватӑп. Халӗ, вӗсем пурте пӗр кӑмӑллӑ пулнӑ вӑхӑтра, манӑн кунта пурӑнас килмест, пурӑнма та пултараймастӑп эпӗ, манӑн хама никам та палламан, пӗлмен ҫӗрте пуранмалла! Тытнӑ та тинӗсе кӑларса ывӑтнӑ Бостон гаванӗнчи пӗтӗм чее, унтан никама пӑхӑнманлӑх Декларацине пӗлтернӗ — халӗ ӗнтӗ ҫапӑҫӑрах, тенӗ. Тархасланине, йӑлӑннине итлемен ҫыншӑн Говэн та тархасланипе ӳкӗте кӗмен судья пулма пултарать. Чипер юл. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп, эсӗр ӗлӗк юратнӑ, анчах эсӗр юратнӑ ҫын вилни тата эсӗр виҫӗ ҫул хушши хуйхӑрса пурӑнни… Ҫумӑр чарӑннӑ. Ывӑлна юратнипе — ачана вӗлертӗн. Сире, тен, пулӑшу кирлӗ пулӗ. Анчах пӗррехинче, пусма тӑрӑх аннӑ чухне, вӑл аялтан, ҫенӗкрен, хӗрӗн сассине илтрӗ: — Каллех упа тытма каятӑр-и? Ӑнланатӑн-и? Пӗркун ирхи апат ҫинӗ вӑхӑтра эпӗ, асӑрхаймасӑр, тӑвар суланчи тӳнтерсе ятӑм. Хӑвӑн Луизӑна! Плащ. Ӗнерхи кун, вакки-тӗвекки мӗнӗпех, аса килсе кайрӗ мана сасартӑк, пӗр самант хушшинчех, Олеся чиркӳ патӗнче хӑратса калани те, ун шиклӗхӗ те. Кивҫен илнӗ чухне вӗсем табак пачкине ҫӗҫӗпе касмаҫҫӗ, ӑна шӑлпа ҫыртса катса илеҫҫӗ, ҫавӑн чух вара ытларах чӑмласа юлма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫапла вара пачка ҫурмаран татӑлса кайичченех чӑмлаҫҫӗ, пачка хуҫи вара хӑйне тавӑрса панӑ татӑк ҫине хурлӑхлӑн пӑхса, ҫапла калать: — Чӑмлакне эсӗ мана пар, ху вара пачкине ил. Ирхине тухса пӑхӑр-ха эсир, питӗ илемлӗ кунта! Пӗрре ачасен амӑшӗсем иккӗшӗ те вӗсене валли кӗтмен ҫӗртен савӑнӑҫ тупса парас тесе шутланӑ. — Мана Николай Антоныч ячӗ. — Нимӗн те тумастӑп-ха. Юрамасть! А эпир, эсӗ ӑҫта пулас пулин те, е мӗн пулас-тӑвас пулин те, пурпӗрех куллен санӑн ҫылӑхлӑ чунна ҫӑлӑнӑҫ кӳме ыйтса турра кӗлтӑвӑпӑр… Виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш кун-и ҫав, эпӗ хам арӑм кичеммӗн ларнине асӑрхарӑм. Павел ҫак этемсен юнлӑ пӑтравне ҫапла сехӗрлентерсе ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйӑрса яма май пуррине туять. — Лукашка кӑшт куланҫи турӗ. Температура та пӑчӑ туйӑнать; эпӗ юлашки вӑйран сулӑнтӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑнсӑр пулса йӑванса ӳкме те хатӗр; ун пек чухне ҫул ҫинче чарӑнса тӑрса, пиччепе исландец мана йӑпатса хавхалантарма тӑрӑшаҫҫӗ. — Ӑҫтан килнӗ вара вӑл? — ыйтрӗ тухтӑр, Бойчо Огнянов пирки шухӑша кайса, вӑл ҫын ӑна пит маттур пек туйӑнса кайрӗ. Экспедицие хутшӑннӑ кашни ҫын валли ятарласах шыв айне анмалли скафандр евӗрлӗ уйрӑм костюмсем хатӗрленӗ. — Анчах эсӗ, Давыдов юлташ, мана пӗр ыйтӑва ӑнлантарса пар-ха: кулакӑн пулнӑ кирек мӗнле выльӑх та мӗншӗн хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе шӑпах хуҫи пек-ха, урӑхла каласан, калама ҫук усал та чее? «Давыдов юлташ, кӗсре чирлесе ӳкрӗ!». Хӗвел питтинче ҫӗр ӑшӗнчен хӗвел патнелле шӑрт пек сип-симӗс курӑк ҫӗкленет. — Пуласса та нумайӑнах пулман вӗсем. Вӗсем ҫурҫӗрчченех пӳлӗмри ӑшӑ шӑплӑхра калаҫса ларчӗҫ. Венӑран вӑл пӗр ҫаксене кӑна илме пултарчӗ. Пасар вырӑнне крепость пек туса хуни уншӑн пачах кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ. Вандеецсем унта пӗтӗмӗшпех ҫирӗпленсе ларнӑ. Лешне, унта юлнине, халех штаба ӑсатӑр. — Ҫук! — кӗскен каларӗ хӗр, пуҫне пӑркаласа. Палуба, пӑлхав ҫӗкленнӗ кунранпа ҫуманскер, пылчӑклӑ ура йӗррисемпе варланса пӗтнӗ. Танк шӑпах Андрей палӑртса хунӑ лини урлӑ каҫать. Вӑл юн анса тулнӑ куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхкаларӗ те, сасартӑк хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларса, юман тӗмне урнӑ пекех килсе сӑптӑрчӗ. — Йытта пилӗк ура кирлӗ мар, сан чӑн сӑмаху та маншӑн ҫаплах. — Грушницкий айӑплӑ-ҫке. — Ҫӑл, ҫӑл, ҫӑл пире, Тӳпе ывӑлӗ! Эпӗ ҫари! кӑшкӑрса ятӑм та, ачи сехре хӑпнипе мана аллинчен ӳкерчӗ. Ҫамрӑксем, уйрӑмӑнах Тарас Бульба ывӑлӗсем, кун пек пурнӑҫа кӑмӑлламарӗҫ. Хӑшӗ-пӗрисем чухласа илейменнипе, тепӗрисем пӗлсех, тавернӑра юлчӗҫ. Окленд ҫулӗ сылтӑм енче юлчӗ, малалла вӑл кӑнтӑралла кайрӗ. Кунта чарӑнса канмашкӑн питех те аван вырӑн пулчӗ. Аллинче картта тытса Паганель хӑйӗн тусӗсене пӗр чӑнкӑ тайлӑм патӗнчи пысӑк мар лапам ҫине илсе ҫитерчӗ. Егорушка ҫӗкленчӗ те хӑй йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ҫак самантра пилотӑн хастарлӑхӗ ҫеҫ мар, унӑн пӗтӗм чун-чӗре вӑйӗ тӗрӗсленет. — Хӑвӑн ҫук-и сан хут татӑкӗ? Ҫакнашкал мораллӗ улшӑну манра пӗрремӗш хут ҫула тухсан пулчӗ, ҫакӑнтан пуҫласа эпӗ хама, ачалӑхран тухса, ҫамрӑклӑха кӗтӗм тесе шутлатӑп. Полли мӑнаккӑшӗн пӳлӗмӗнчен ытла уҫах мар пӗр виҫеллӗ харлаттарни илтӗнет. Ҫав вӑхӑтрах Англине каймалли судносене Гленарван асӑннӑ портсен кӑна тупма пултарӗ. Каҫхи ӗнтрӗкре тутӑхнӑ тимӗр тӑрӑллӑ, тӗттӗм чӳречеллӗ пӗр хутлӑ ҫурт курӑнчӗ. Вара самолёт вӗҫсе кайнӑ еннелле, — тӗтрене сирсе, ҫӗр ҫинчи яка пӑра ҫутатса вӑрман ҫинелле хӑпаракан хӗвеле хирӗҫ шуса кайрӗ. Эпӗ пӑртак вӑхӑт тупатӑп та хулана тепӗр хут пӑхма кӗретӗп, «Шикленмелли» ӗҫне эпир кайран, эпӗ пурне те лайӑх ыйтса пӗлсен, пурте лайӑх пулнинее курсан ҫеҫ тӑватпӑр. Ачасене ҫапма тесе хӑлаҫланакан ҫамрӑк манахӑн алли ӑна мӑйӗнчен пырса тиврӗ. Пӗр Марья Васильевна вилнӗ пирки каланӑ чухне тата «ытти ҫынсем те» тенӗ самантра кӑна, Катя ҫинчен шухӑшланӑ пирки, каштах ҫыхланса тӑтӑм. Ҫырма вӗрентӗм, вулама, шутлама вӗрентӗм. Пӳлӗм чӳречисене хура хутлӑ хупласа лартнӑ. Вӑл мӗн пулса тӑни ҫинчен Гленарвана пӗр-ик сӑмахпа пӗлтерчӗ, вара унпа пӗрлех ытти пассажирсене те каютӑна кайма хушрӗ. — Каяр, Мартини. Ача тӗрӗс тесе калас вырӑнне пуҫне тайрӗ те, татах ҫулҫӳревҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ҫакна хирӗҫлесе, Петр ывӑлӗ Кирила Троекуров генерал-аншеф ҫак ҫулхи январӗн З-мӗшӗнче ҫак суда прошени пачӗ. Ку вӑл манӑн ҫав тери пысӑк йӑнӑш пулнӑ. Гарнизон пурнӑҫӗнче илӗртмеллиех, кӑмӑла килмеллиех маншӑн пит те сахал пек туйӑнать. Куҫса пыракан лента хирӗҫ ҫӗкленетчӗ. Эпӗ, ҫак ывӑнтаракан та тертлӗ куна пула Мускава та кураймарӑм тесе шухӑшласа илтӗм те Мускав ҫыннисем ҫине пӑхма тытӑнтӑм. — Кунта дикарьсем пире ӗмӗрне те килсе тӗкӗнеймӗҫ, каярахпа эпир хӑтӑлмалли майсене епле пулсан та шыраса тупатпӑр. — Хама вӑрҫса тӑксан вара, хӑрасси те иртсе каять. — Мӗн, ӗнер кунтан Варламов иртсе кайман пуль те? Оленин пӑшалтан темиҫе хут пенине, кӑшкӑрнине тата йӑнӑшнине анчах илтрӗ. Эпир кашни минутрах пӗтме пултаратпӑр пулсан, кашни минутрах ҫӑлӑнма та пултаратпӑр. Вӗсене вилме памастех ӗнтӗ вӑл, ҫӑлатех, ахаль ҫухалма памасть. Кӑвакарнӑ сухаллӑ господинпа пӗрле тухнӑ ача куҫне чарса пӑрахрӗ, иртен-ҫӳренсем, вӗсене сырса илсе, тӗлӗннипе ҫӑварӗсене карчӗҫ, пӗри теприн умӗнче чӗркуҫленсе, унӑн урине чуптуса ларни ҫине пӑхса тӑчӗҫ. Яхта ҫул ҫине тухассине тепӗр куна хӑварчӗҫ. — Нумайлӑха-и? Унсӑр пуҫне тата вӑл халь те черногорец тесе чӗнекен Инсаровпа курнӑҫма килӗшменни ҫинчен Анна Васильевнӑна татӑклӑн пӗлтерчӗ, анчах клуба ҫитсен, хӑйӗн юлташне, отставкӑна тухнӑ генерал-инженера кирлӗ мар ҫӗртенех Елена туйӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗме каймастӑп, унта пӗччен кӗтсе выртни — ухмахла япала, анчах хам кунта та выртмастӑп-ха. Кунта Стэнли Луалаба шывӗн ҫыранӗсене ун вӑрри таранах тӗпчесе тухнӑ. Салтаксем харӑлтаттарса ҫывӑрма тытӑнчӗҫ. Ыран мар, тепӗр кун Парижа чӑнах та каятӑп-ши эпӗ? Ҫулне кура мар ӑслӑ Федотка ыйтӑва ҫапла татса пачӗ те, лӑпланса, йӑл кулчӗ. — Шухӑшлама пултарнӑ-и-ха эпӗ, — терӗ Санин малалла: — шухӑшлама пултарнӑ-и-ха эпӗ хам темиҫе сехетлӗхе ҫеҫ юлма шутланӑ Франкфурт патнелле ҫитсе пынӑ чух, эпӗ кунта хамӑн пӗтӗм пурнӑҫ телейне тупатӑп тесе? Амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗн ӗҫӗ ҫине хӑра-хӑра пӑхкалать. Ҫурҫӗр ҫитсен хӑнасем хӑйсем валли хатӗрленӗ пӳлӗмсене сапаланчӗҫ, вара вӗсем паянхи чыслӑ кун ҫинчен аса илчӗҫ те, таса вырӑнсем ҫинче канса выртрӗҫ. Вӑл аллипе сулчӗ, хутланчӗ те амӑшӗн аллине тытса:— Ҫак хӗрарӑм тӗрӗссине каларӗ, — терӗ. Аллине ҫӳҫӗ патне ҫӗклерӗ, ӑна тӳрлетет. — Мӗн каларӗ-ха вӑл сире? Шоссе тӑрӑх еврей ачисем шари те шари ҫуйӑхса чупкаларӗҫ. Ӑна кадило пачӗҫ, вӑл аллине ним туймасӑр ҫӗклерӗ те, кадило ӑшне ладӑн хучӗ. Эпӗ пӗччен». Магнита чалӑштарса лартсан, утрав айккинелле чалӑшса каять, мӗншӗн тесен ҫак магнитри вӑйсем яланах утрав куҫакан йӗрпе параллеллӗ пулаҫҫӗ. — Шухӑшла, аса ил! Мана ун ҫинчен вӗренсе тухакансем каласа кӑтартрӗҫ. Пӗлетӗр-и эсир, Иван Иванович, судран хысна хутне вӑрлани, ытти киревсӗр ӗҫсемпе танах, уголовнӑй судпа айӑпа кӗрет». Ҫӳлте чугун ҫулпа поезд иртсе кайрӗ. Вӑл халь ӗҫе лайӑхрах тытӑннӑ та, чи пысӑк пуҫлӑ шӑрпӑк тупса, пӗрре сӗрсех ӑна тивертнӗ. Ҫанталӑк часах 150 градус таран сивӗтсе ячӗ. Пирӗн ракетӑна вӑйлӑ электричество кӑмакисем ӑшӑтса тӑчӗҫ. — Мӗнле тӗлӗк тата? Кашни кун вӑл ӑна, карапӑн вӑтам хӑвӑртлӑхне шутласа, «Пилигрим» талӑкра мӗн чухлӗ кайнине пӗлтерсе тӑчӗ. Чарӑн-ха, Григорьев. Хӑвӑр пуҫӑра ӑҫта манса хӑварнӑ тата эсир? Вӗреннӗ ҫынсем — ҫук, калаҫмашкӑн — никам ҫук. Николай, хӗснӗ куҫӗпе кӑмӑллӑн йӗкӗт ҫине пӑхса, калаҫма пуҫларӗ. Ах, ҫуркунне, леш хӑрушла катастрофа вӑхӑтӗнче… — Ҫапла, Голос ҫав… Вӑл юнланнӑ урисемпе йӗплӗ хулӑ тӗмӗсем ҫине пусса пӗрмаях малалла пычӗ, унтан инҫетри башньӑн бойницисенче ялтӑртатса илекен ҫутӑсене курса ҫавӑнталла утрӗ. Карета вара ҫаплах малалла вӗҫтерчӗ. Чӑн-чаннипех паллашар ӗнтӗ. — Анчах — таса аш, шӑмӑсӑр пултӑр! Пуринчен ытла вӑл хулари лапӑрчӑк мостовой тӑрӑх ҫӳреме юратнӑ, кӳлленсе тӑракан шыв пек таса мар пӗлӗте, тӑван хула ҫийӗпе ярӑнса иртекен тачка та чуна ҫывӑх пӗлӗте пӑхса киленнӗ. — Мӗн тери кулӑшла эсӗ! — терӗ Нехлюдов. — Калӑп. Эпӗ хваттертех пулатӑп. — Манӑн хам ҫынсемпе Любишкина пулӑшма пырас мар-и? — сӗнсе пӑхрӗ Демка, анчах Давыдов кӑшкӑрсах вӑрҫса тӑкрӗ: — Шухӑшласа кӑларатӑн кирлӗ мара! — Мӗншӗн кӗпе-тумтир памалла-ха вара сана? Осип Михайлович унччен малтан Квейс тӑнӑ вырӑнта, малалла ыткӑннӑ пек, карӑнса тӑрать иккен, хӑш-пӗр чух колхоз пухӑвӗсенче тавлашуллӑ ӗҫсене сӳтсе-явнӑ вӑхӑтра тӑнӑ пекех тӑрать. — Мӗншӗн? — Нестеренко куҫне хӗссе илчӗ, кулма та хӑтланчӗ, анчах кулли унӑн тухмарӗ. Витӗр курӑнакан тӑрӑсен хыҫӗнчи башньӑсен ӗлкисене, сӑрӑ е хура-хӗрлӗ тӗслӗ ҫуртсен капламӗсене, пуҫсен ҫийӗнче куҫкалакан нумай-нумай ҫуната, тумсемпе чапӑрланнӑ, хумханакан лапама Гусев хӑпартланса сӑнать. — Ку, тӗрӗсех пулсан, питӗ те интереслӗ, мӗншӗн тесен, пурнӑҫпа ҫураҫманлӑхӑн таса сывлӑшӗ купецсен каҫхи пӳлӗмӗсене те кӗме пуҫланӑ иккен… Ҫаксем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑшӑн мана айӑплама пултарасси те паллӑ. Каҫ пуличченех вӑл ниҫта та ларса курмарӗ, урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, ҫынсемпе калаҫрӗ, темӗн ӑнлантара-ӑнлантара пачӗ е пӗр сӑмах чӗнмесӗрех такамсемпе ыталашрӗ, вара унӑн суранӗ Кишиневри, асамлӑ чӗрӗ шывпа эмеллесе янӑ пекех, ӳтленме пуҫларӗ. Назар, хӑйӗн лашине тирпейленӗ тата пӑшалне хывнӑ хыҫҫӑн, Лукашка патне кӗчӗ. Хӑйне хӑй килӗшӳллӗ тытассине йӑлтах манса кайнӑ Кассий Кольхаун Луизӑна уҫланкӑран туртса сӗтӗрет. Вулкансен ҫӑварӗсенче ҫав тери вӗри пулнӑран эпир унӑн ӑшшипе пӑс тума вӗренсе ҫитнӗ. Виҫӗ офицерӗ те вара, хӑйсен ҫыннисене смотра хатӗрлемешкӗн, кашни хӑйӗн чаҫӗ патнелле саланчӗҫ, смотрне форт командирӗ, майор тунӑ. Эпӗ бакӑн ҫил вӗрекен енче пулнӑ мӗн. — Господин Фридриксон, — терӗ вӑл, — манӑн ҫакна пӗлессӗм килет: сирӗн авалхи кӗнекесем хушшинче Арне Сакнуссемӑн сочиненийӗсем ҫук-и? Вуласа пӑх-ха акӑ мӗн ҫырать ман пата барин, ун хыҫҫӑн вара эпӗ сан ҫинчен мӗнле доноссем ҫырнине куратӑн, — терӗ те ҫавӑнтах кӑсьерен ҫыру туртса кӑларчӗ. — Ҫав Городцов — ухмах хуҫа мар, — терӗ те Широкогоров хӑйӗн ачанни пек куҫӗсемпе чеен йӑл кулса илчӗ. — Ан ухмахлан, — атту ҫаптараҫҫӗ! — Эпӗ Городцов патне каятӑп, ун планӗсене тишкерсе тухатӑп, райком работникӗ пек пулса, хамӑн шухӑшӑмсене доклада валли йӗркелесе хатӗрлетӗп. Хам ҫинчен эпӗ ним те пӗлместӗп! Часах каҫ тӗттӗмӗ хупӑрла пуҫларӗ, Огнянов ҫырма йӑлӑмӗнчен иртсе сӑрталла хӑпарчӗ, кунта ыран тӗрӗк полицийӗсем ҫитеҫҫех ӗнтӗ. — Эпӗ ун чухне айван та хыпаланчӑк пулнӑ, — тавӑрнӑ Павел Петрович: — унтанпа эпӗ ӑслӑланман пулсан та, лӑпкӑланнӑ ӗнтӗ; пачах урӑхла, эсӗ ирӗк парсан, эпӗ яланлӑхах сан патӑнта вырӑнаҫма та хатӗр. Ответлес вырӑнне, Николай Петрович ӑна ыталаса илнӗ; анчах ҫак калаҫу хыҫҫӑн Павел Петрович хӑйӗн шухӑшне пурӑнӑҫа кӗртиччен татах ҫулталӑк ҫурӑ иртнӗ. Марья Ивановна кӗтессе кайса ларчӗ те темӗн ҫӗлеме тытӑнчӗ. Ниушлӗ вӑл Ривареса пӑрахса тарнӑ? Чӑнах та, хӑйне мӗнле тытса чарма пултараймарӗ-ха вӑл? Вӗсем Квакин хулиган патне нимӗнле вашаватлӑх та палӑртса ҫырса ярасшӑн пулман — ку пӗрре, унсӑр пуҫне вӗсен ҫав шайкка ҫумӗнче яланхи посол та, вӑхӑтлӑха уйӑрса хунӑ ҫын та пулман — ку тепре. — Икӗ эрне — пулчӗ те! Андрей Разметнов сасӑласран тытӑнса тӑчӗ, пӗр вӗҫӗмех чӗнмесӗр ларчӗ, анчах тухса каяс умӗн, Макар шӑртланса: «Хамӑн тӗрӗс шухӑшӑмпах юлатӑп», — тесе хурсан, — Разметнов сиксе тӑчӗ те сура-сура хаяррӑн ятлаҫса, пӳлӗмрен чупса тухса кайрӗ. Анчах Лиза вырӑнне, куҫайӗн пӑхса, кӑшт ҫеҫ кникс туса, питне шуратнӑ, пилӗкне пӑвса ҫыхнӑ мисс Жаксон кӗнӗ те, Алексейӗн ҫар ҫыннилле хатӗрленсе тӑни ахалех пулнӑ. Ну, Тэчер судья ӑна пӗтӗмпех банка кайса хыврӗ, вара эпир кунсерен пӗрер доллар услам илме тытӑнтӑмӑр, ҫулталӑкӗпех ҫапла услам хушӑнса тӑчӗ — пӗлместӗп, ҫавӑн чухлӗ укҫана кам салатса пӗтерме пултарӗ! «Ну, каях ӗнтӗ», тет Иван Иванович. Мартӑн 13-мӗшӗнче ҫӗрле, Дик ҫывӑрма выртсан, ак мӗнле япала пулса иртрӗ. — Мӗнле ӗнсерен? — хӗрсе кайнипе тата ытларах хӗрелсе, кӑшкӑрчӗ Коля Колокольчиков. Акӑ, пӑр каять, ҫулсем типеҫҫӗ те — кайрӑмӑр вара «Мы Красная кавалри, и про нас…» — Эпӗ паян питӗ айванла хӑтлантӑм, тӗрӗс вӗт? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ Шубин. — Трофимова доктор хӑй Ленинградрах-и? — Аҫун миҫе чун? — ыйтрӗ сасартӑк Аркадий. Гленарван, Паганель, майор, Мак-Набс, Джон Мангльс, халӑхпа хутшӑнса кайса, аманнӑ ҫынсене крушени ванчӑкӗсем айӗнчен пухма пулӑшаҫҫӗ, ҫак хушӑрах йӗри-тавра мӗн калаҫнине итлеҫҫӗ. — Пӗлейместӗп. Эпир апат хыҫҫӑн выляма ларӑпӑр та, эпӗ выляса илӗп. Мӗнле монахиня? Хӑш-пӗр вырӑнта конус ӑшӗнче пӑрлӑхсем тӗл пулаҫҫӗ; ун пек чухне Ганс хӑйӗн тимӗр вӗҫлӗ патакӗпе тӗрткелесе ҫурӑк таврашӗ ҫук-ши тесе, уйрӑммӑнах сыхланкаласа пырать. Кайма палӑртнӑ ҫулран ниҫталла пӑрӑнмасӑр пыракан маршрут пирки Талькав халичченех пӗр сӑмах чӗнмерӗ, анчах вӑл отряд пампассенчи аслӑ ҫулсене те, Аргентинӑн ялӗсемпе хулисене те шыраманнине аванах ӑнланчӗ пулмалла. Трюмран сӑмсана ҫеҫ кӑлар, мана каллех унтах чиксе хураҫҫӗ. Малтан эпӗ унта хам ирӗкпе кӗрсе лартӑм пулсан, кайран ирӗксӗррӗн лармалла пулатчӗ, асапӗ ҫавах. Кооператив лавккинче таварӗ ҫук, Христиша авӑ ҫара уранах ҫӳрет. Вилетчӗ вӑл унта. Короленко генерал ӑна питӗ лайӑх апатлантарчӗ те кайма ирӗк пачӗ; Горева тухса кайнӑ чух, вӑл ӑна малтан ҫӳлтен, пусма ҫинчен, унтан хӑй хваттерӗн балконӗ ҫинчен пӑхса тӑчӗ, вара, Горева мӗнле ҫаврӑнкаланине, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртнине тата кулнине тимлӗн пӑхса тӑнӑ пек, ӑна икӗ хутчен чӗнсе сасӑ пачӗ. Вӑл ҫӗнӗ маркӑллӑ автомашинӑна курса тӗлӗннӗ шофер пекех туйӑнчӗ, аллисене ним пытармасӑр саркаларӗ. Аслӑ Артамонов лаша кӳлме хушнӑ та хулана шӑллӗпе Тихона йӗкӗлтеме кайнӑ; — Куратӑп эпӗ: пирӗн кайӑксем вӗҫсе кайма васканӑ иккен, — асӑрхаттарчӗ Гальмало. Нумаях пулмасть ҫӗнӗлле йӗркеленӗ хуҫалӑх, сӗрмен урапа пек, чӗриклетнӗ, чӗрӗ йывӑҫран килте тунӑ сӗтел-пукан пек шатӑртатнӑ. Ҫакна час-часах калаҫҫӗ, анчах чӑннипе ун пекки мӗнешкел сайра пулать! Тепӗр тир ҫинче питне ҫӑвакан хӗрарӑм — quelle jolle tigure! вырӑс кӗпине тӑхӑннӑ мужик! пӑх-ха: мужик! Малтанхи утӑмсенченех, ӑшӑ кунӑн ҫутӑ пайӑркисем унӑн питне пырса ҫапӑнса чечен ӳтне ӑшӑтсанах, пӗтӗм тавралӑх мӗнле тӗп вӑй патнелле туртӑннине туйнӑн, вӑл хӑй сисмесӗрех суккӑр куҫӗсемпе хӗвел еннелле тинкерет. — Мӗнрен? — ыйтрӗ Увар Иванович тӗлӗнсе. — Унтан пирӗн ҫул ҫине тухса тӑрӗ! — хуллен асӑрхаттарчӗ Павел. Агитаци?! Анчах паллӑ, вӗсем мӗншӗн те пулин каясшӑн пулнӑ. — Эсир макӑратӑр-им, савнӑ хӗрӗм! Командир юлташ килӗр ак кунта, ларӑр ман вырӑна. Йывӑҫсен ҫулҫисем кӑлт та тапранман, вӗсем тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен тата хурт-кӑпшанкӑсен ҫӗрлехи сассисене итлесе тӑнӑ пек туйӑннӑ. Вӑрманта, пиртен инҫех те мар, сасӑсем илтӗнчӗҫ. Пире вӗсем хӳме патне каяссинчен пӳлме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне эпир, Гэнтерпа Джойс хӑйсем ҫине пилӗк-чултӑ пират тапӑнсан чӑтса тӑрас пирки те иккӗлентӗмӗр. Анчах та ҫакӑ ун шухӑшне иккӗлентерсе ямарӗ. Пуҫ ҫине ӳкнӗ нуша ӑна ҫитӗннисен шутне кӗртрӗ. Каллех хӑйкӑлтатса ӳсӗрнӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ те, вара вӑл икӗ ҫивчӗ кӗтеслӗ чул хушшинче, хӑйӗнчен пӗр-икӗ утӑмра кашкӑрӑн кӑвак пуҫне курчӗ. Амӑшӗ хӳшӗн пӗр кӗтессине иртсе ларчӗ, Софья, ӑна икӗ хулпуҫҫинчен ыталаса илсе, арҫынсене сӑнаса тӑчӗ. Малта кирек хӑҫан пулсан та утравсем пулма кирлӗ, тенӗ вӑл, каялла ҫаврӑнма вӑй-хал та, апат-ҫимӗҫ те ҫитмен. — Смолин… Джимпа иксӗмӗр аптрамарӑмӑр — ишсе тухрӑмӑр, ӳсӗр аттепе Айк шӑллӑм иккӗшӗ те путрӗҫ, шӑллӑм тӑватӑ ҫулта кӑначчӗ. Икӗ ҫынна вӗлернипе те ҫителӗклӗ чух, мӗншӗн ҫавӑн чухлӗ ҫын пӗтермелле? Юрать те юрать. Пирӗн шлюпкӑна Эндерсон тытса пычӗ. Ыттисене чарас вырӑнне вӑл хӑй мӑкӑртатать тата пуринчен хытӑрах вӑрҫать. Ҫакӑн ҫинчен Талькав астутарса каларӗ. Хаяр-и? — Ял вӑл — витӗрех инкек. — Эсӗ, Том Сойер, хӑямат, манпа танлаштарсан, чӑн-чӑнах ангел пек. Ҫурхи аслатиллӗ ҫумӑр хыҫҫӑн вӑрманти тӗлӗнмелле ырӑ шӑршӑ, хурӑнпа фиалка, ҫӗршӗннӗ ҫулҫӑпа кӑтра кӑмпа, ҫӗмӗрт шӑршисем ытарайми илӗртӳллӗ; эпӗ кӳмере ларса пыма чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, пускӑч ҫинчен сиксе антӑм та тӗмсем патне чупса кайрӑм, хам ҫине ҫумӑр тумламӗсем шӑпӑртатнине пӑхмасӑр, чечек ҫурнӑ ҫӗмӗртӗн йӗпе тураттисене хуҫатӑп та вӗсемпе питӗмрен ҫапатӑп, ырӑ шӑршӑпа киленетӗп. Ҫак ҫӗр утмӑл вӑйлӑ та ҫӗнӗ системӑпа тунӑ машинӑн тата перегреватель пур, ҫавӑнпа та парӑн вӑйне ахаль конструкциллӗ машинӑсенчен нумай ҫӳле хӑпартма пулать. Яхтӑн икӗ винтӑ. Хӑш-пӗр чухне Базаров яла кайнӑ та, яланхи пекех тӑрӑхласа, мӗнле те пулин мужикпа калаҫма тытӑннӑ. — Эпӗ Дубровский господасен дворовӑй ҫынни, — терӗ хӗрлӗ пуҫлӑ ача. Тӑварлӑ кӳлӗсем темиҫе ҫӗрте, ҫӗмрӗк куҫкӗски ванчӑкӗсем пек, хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ. Вӗсен урлӑ каҫса кайма ҫук, ҫавӑрӑнса каймалла, ҫавӑнпа та вӗсем ҫула вӑрӑмлатаҫҫӗ. Анчах Паша — мӑнкӑмӑллӑ, вӗсене вӑл ҫав тери хытӑ хирӗҫ тавӑрӗ! Фома ҫине шанчӑк сахал… Чӑн та, эп унтан пӑрӑнас ҫук та… «Пире мӗн кирлӗ пулма пултарать, ҫавна ҫеҫ вӑрламалла», — терӗ. Ҫӗнӗ планетӑсене ят пама римлянсемпе грексен туррисем те ҫитми пулнӑ. Пӗлӗт ҫинче финикиецсен, авалхи нимӗҫсен, Норвеги туррисен ячӗсем сарӑлнӑ. Огнянов, хуйхӑрса татӑлан Петра чӗнсе илсе, каллех нӳхрепе ертсе кайрӗ. Вӑл качча лӑплантарасшӑн пулчӗ, лешӗ, вилӗ ашшӗне курнипе тӑнран каясса ҫитнӗскер, халех тавӑрас тенӗ вӗчӗпе тулса ҫитрӗ. Эпир аннепе «Нептуна» пристань ҫинче мӗн иртенпех кӗтсе тӑраттӑмӑр. Вӑл пур сочиненинче те усал енӗсене ҫеҫ курнӑ, кашни сӑмахах урӑхла ӑнланнӑ. Ленинград ҫывӑхӗнчи вырӑнсем илемлӗрех. Еленӑн, хӑйне ҫав тери телейлӗ пулнине туйнипе, ӑна кӑштах йӗкӗлтесси килчӗ. Акаци рашчи тӗлне ҫитсен, юланут лаша ҫинчен сиксе аннӑ та ӑна йывӑҫ ҫумне кӑкарнӑ. Ҫук, эсӗ халиччен унран аваннине курман, ҫавӑнпа ҫакӑн пек ҫулӑхнӑ та… Вӑл хӑй ҫинче мӗн пур, ҫавӑнпа тухса кайнӑ та 10 кун хушши таврӑнман. Хапхаран Джим шӑвӑҫ витре тытса, «Буффало хӗрӗсем» ҫинчен юрӑ юрласа, сиккелесе чупса тухрӗ. — Эпир пухса ҫӳренӗ, эсӗ мар». Андрей Петрович манпа темле пӑшӑрханса калаҫать. Тӳремлӗх пӗтнӗ ҫӗрте курӑнакан Кормере чиркӗвӗ тӑрринче темле тӗлӗнмелле япала пулса иртет. Виҫе сехетрен кунта синьора Болла пулать. Акӑ княжнанах илес: ӗнер унӑн куҫӗ ман ҫинелле пӑхсанах хӗрӳллӗн хӗмленетчӗ, паян темле тӗксӗм те сивӗ. «Шуйттан! Шуйттан!» тесе кӑшкӑрашса янӑ хресченсем, ҫакӑн хыҫҫӑн таврари мӗнпур ҫын хӑвӑрт пухӑнса пӑлхава хутшӑннӑ. Ыйӑхран вӑраннӑ лашасем сехӗрленсе ӳкнӗ, пӗр Таука кӑна вӗҫерӗнсе каясшӑн ҫӗре кукалет. Эпӗ сулӑ ҫине тӗшӗрӗлсе антӑм, чутах макӑрса яраттӑм. Паллах, ҫакӑ ӑна хытӑ пӑшӑрхантарчӗ, эпӗ вара, чи йывӑррине калама хӑюлӑх ҫитернӗскер, малалла пӗтӗмпех пӗр пытармасӑр каласа патӑм; вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ, йӑлт каларӑм: леш пӑрахут ҫине ларса кайма тухнӑ айван йӗкӗте курнинчен пуҫларӑм та Мери Джейн хӑйсен килӗ умӗнче короле мӑйӗнчен уртӑнсах кӗтсе илни, королӗ ӑна ҫирӗм хута яхӑн чуптуни таранӑх — вара вӑл анакан хӗвел евӗрлех хӗрелсе кайрӗ те сиксе тӑрса кӑшкӑрса ячӗ: — Ах, мӗнле путсӗр вӑл? Чӑхсем пирӗншӗн хаклӑ япаласем мар. Вӑл питӗ чаплӑ имени, чӑнах! — Мӗншӗн апла? мӗншӗн? Ҫук, кунашкал сӗмсӗр ватсупнӑ эпӗ хам пурнӑҫра нихҫан та курман. Ӑна, ухмаха, хӑваласа ямалла, анчах — вӑл пирӗн ӗҫсем, ҫемьери ӗҫсем ҫинчен нумай пӗлет… Вӗсем ҫапла канашланӑ май якалса-ҫулланса ларнӑ вителӗк айӗнчен ҫинҫе мӑйлӑ тепӗр кӑтра пӗчӗк пуҫ курӑнчӗ, унтан виҫҫӗмӗшӗ, унтан тӑваттӑмӗшӗ… Яла хумхантаруллӑ хыпар сарӑлчӗ пулас. Анчах малтан Паша сӑмахне салатасчӗ. Мана салху пусса илчӗ. — Ҫук, кирлӗ мар. — Мӗнле вӗсем? Пысӑках мар чул хӳмен юлашкийӗсем лаптӑкӑн кукӑр-макӑр чиккине пунктирпе кӑтартса тӑрать. Чӗрене, хӑлхасене ӳпкене, каллех чӗрене тӗрӗслеҫҫӗ! Хӑв эсӗ виҫӗ ҫулхи вӑкӑрна пусса пӑрахмарӑн-и-ха? Эпӗ вара вӗсем хӑйсен мӗнле те пулин пуҫлӑхӗ патне ман пирки мӗн хушассине пӗлмешкӗн кайнине пӗлтӗм. Ҫынсен ушкӑнӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ. Унӑн тӑванӗсем питӗ пуяннисем те, питӗ чухӑннисем те пулнӑ: ашшӗ енӗпе — чухӑн, амӑшӗ енӗпе — пуян: Волгин сенатор, Чикурасов княҫсем. Анчах юлташӗсем ӑна хӳтӗлесе хӑварнӑ, никама та пӗлтермен. — Ан шарла, Наталья! — хирӗҫ тавӑрчӗ Сизов салхуллӑн. Чарӑнсам ӗнтӗ, чарӑнсам… Ан асаплантар хӑвна, кӑвакарчӑнӑм. Майӗпе шӑпчӑксен сассине каллех тупӑсен сасси хупласа лартрӗ. Ҫамрӑк пулнӑ, хама хам хӗрӳ тыткаланӑ ун чухне. Эпӗ каласа патӑм ӑна. Ляхсем козаксем камсем иккенне пӗлеҫҫӗ; хамӑр тӗншӗн вӑй ҫитнӗ таран тавӑртӑмӑр, выҫӑ хулана ытлашши тавӑраймӑн. Чӗрӗк сехетрен Дик сылтӑм ҫырана ҫитрӗ те кимӗрен сиксе тухма хатӗрленчӗ… — Эпе аҫун пӗтӗм хуҫалӑхне куртӑм, — каллех пуҫларӗ Базаров. Витре пирӗн конус евӗрлӗ те пысӑкскер. Хӑй ҫине урӑх куҫсем пӗрре те пулин ҫакӑн пек чунтан парӑнса, юратса пӑхса илсен, — аван пулмалла. Вырӑнсӑр калаҫӑва ирттерсе ярас тесе, Давыдов шӳтлесе илчӗ: — Ну, тавтапуҫ стрепкепе йывӑҫ кашӑка! Тепӗр кунне манежра пӗр-пӗринчен, мӗскӗн поручик сывах-ши-ха, тесе ыйткаласа ҫеҫ тӑраттӑмӑр, лешӗ пирӗн хушша пырса та кӗчӗ. Эпӗ пиччене пӗтӗм чӗререн тав турӑм. Мункун умӗнхи кӗлӗре мана ковит тутарчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хамӑр кӳршӗри пачӑшка Доримедонт Покровский патне ҫылӑх каҫарттарма каятӑп. — Самӑртнӑ сысна аҫисем пек! Ҫӗр ҫинче, ҫара вырӑнсӑр пуҫне нимӗнле йывӑҫ-курӑк та, нимӗнле ӳсентӑран та ҫук, ҫакна курсан унӑн куҫӗсенче шикленни палӑрма пуҫларӗ. Суять вӑл, никама та шеллемест. Павлуш вут ҫине тепӗр ывӑҫ ҫапӑ пӑрахрӗ. Пит асапланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн эпӗ, юлашкинчен, шыв патне пырса ҫитрӗм те, ӗҫсе тӑрансан, ҫывӑрса кайрӑм. Шурӑ Кашкӑр вӗсене кӑшкӑрса хӗтӗртнӗ, анчах вӗсем ниепле те шӑтӑкалла кӗресшӗн пулман, вӗсем хӑранипе чӗтренӗ, хуҫи ҫине темӗскер ыйтнӑ пек пӑхкаласа тӑнӑ. Ӑнланмалла пек ӗнтӗ. Николай Петрович ӑна хӑйӗн кӑмӑлӗ мӗнлине кӗскен ӑнлантарса пачӗ те пӑрахса кайрӗ. — Денни ҫӗнтермеллех — эпӗ уншӑн пурлӑха хунӑ. Мексиканец вунпиллӗкмӗш кругра та тытӑнса юлать пулсан, эпӗ вара юхӑнсах юлатӑп. — Ҫапла ҫав. Чӗтӗреме тытӑннӑ пӳрнисемпе вӑл сӗтел ҫинчи кӗленче коробкӑран пирусне илчӗ те чӗртесшӗн пулчӗ. Куратӑр ӗнтӗ, сирӗн пата тӗрӗслеме килтӗм. Тен, ӑҫта та пулин ларчӗ е сикрӗ пуль… Вӑл сасартӑк сулахайри лашине пушӑпа туртса ҫапрӗ те тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра Матвей Юргин малалла тухса тӑчӗ. Кӗнеки илемлӗ те картинкӑллӑскер, малтанхи страницинче ҫапла ҫырни илемленсе тӑрать: «Мельбурнри вӑтам шкул. — Раrdon, Monsieur, du 6-eme dе ligne. Куратӑн-и, Аксель, вӑл хӑйӗн талккӑшӗпе Вӑтаҫӗр тинӗсӗпе танлашма та пултарать, — терӗ пичче. — Ҫавӑн чухлӗ пысӑк континент ҫинче тыткӑна ҫакланнӑ виҫӗ ҫыннӑн йӗрне мӗнле тупӑпӑр-ши эпир? Броненосецсем пулсан, вӑл чӗрчун каструльне хӑйпех илсе ҫӳрет. Йӗппе ҫипне ҫапах та тупаймарӗ вӑл. Вӑл халӗ, эпӗ ӑна пӗлетӗп, нумай пулмасть кӑкӑр ӗмӗртнӗ чи пӗчӗк хӗрачи ҫинчен шухӑшлать, вӑл яланах ун ҫинчен шухӑшлать». Тавралӑх лӑпкӑ пулнӑ, ҫыран енче кӑна, темӗскер, калаҫнӑ сасӑсем хӑлхана кӗнӗ, тата, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле, бортсем ҫуммипе шыв чӳхенкеленӗ. Телейлӗ ҫул пултӑр, турӑ сире иксӗре те телей патӑр!» — терӗ ӑшӑ кӑмӑллӑн пуп майри. Эпир хамӑрӑн вилӗ шӑтӑкӗ ҫумӗнчен хӑтӑлаймастпӑр, анчах каялла та чакмастпӑр. Карл Иваныч пире чӗркуҫлентерсе кӗтеселле пӑхтаратчӗ, асаплантарни вара ҫапла ларнӑран ӳт-пӳ ыратнинче ҫеҫчӗ. Говэн команда пани янӑраса кайрӗ: «Малалла!» Эпӗ эсир килессе ҫеҫ кӗтсе пурӑнтӑм. Тоня та хӑвӑрт тӑрса, жакетне тӑхӑнчӗ. — Юлташсем! — терӗ ывӑлӗ тепӗр хут, ҫак сӑмахран савӑнӑҫпа вӑй илсе. Вӑл шатӑртаттарнине илтсе вӑранса каятӑп та ыйтатӑп: «Сӑнӑн, тусӑм, шӑл сурмасть пулӗ вӗт?» Сасартӑк Томӑн хулпуҫҫийӗнчен саламат вӗҫӗ хыттӑн пырса тиврӗ. Джона та ҫавӑн пекех лекрӗ. Ҫак самантра икӗ минут хушши учитель тӑрӑшсах вӗсен курткисенчи тусанне ҫалса силлесе тӑчӗ, ҫавӑнпа пӗтӗм ачасем савӑнса хӗпӗртесе ларчӗҫ. Томпа Джо, ытла та хӗрсе тавлашнӑран, класс самантрах шӑп пулса тӑнине те сисеймен; учитель вӗсем патне чӗрне вӗҫҫӗн утса пынӑ та вӗсем патӗнче пӗшкӗнсе тӑнӑ. Анчах малтан пурӑнмалли вырӑн тупса пар. Ватӑ Цимбал, Ступина, Городцов — вӗсем пурте унӑн ҫемйи. — Ну, — терӗ хохол куларах, — ҫын хӗрӗх ҫулта пулсан, тата вӑл хӑйӗн чунӗнчи упасемпе нумай вӑхӑт кӗрешнӗ пулсан — ӑна улӑштарма йывӑр… Тӗрлӗ тавлашуллӑ ӗҫсене татса панӑ чухне вӗсем пур майсемпе те ҫав ӗҫпе тӗплӗн паллашасран хӑтӑлма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак хушӑрах вӗсем хӗрсе кайса кӑшкӑрашма, хӑйсем пӑхакан ӗҫ ҫумне нихӑш енчен те пырса тӗкӗнмен япаласем пирки халтан кайичченех тавлашма юратаҫҫӗ. Ну, тата ӑҫта ятӑн? Майра-патша вара каччӑ савӑннипе, вӑтаннипе те кӑмӑл тивӗҫне тупасшӑн тӗмсӗлнипе йӗнине тупса илнӗ. Ку иккӗмӗш маневр та йывӑрах пулмарӗ. Вӑл юрӑ — ман мар, ӑна семинарири пӗр учитель шухӑшласа кӑларнӑ, мӗн ятлӑччӗ ҫав вилнӗ ҫын? Яра кунах — тӗтре, ҫав ҫавах пирӗн куҫсене ыраттаракан тӗссӗр ҫутӑ. Хӑй ҫинчен ҫав пӗтӗм тасамарлӑха шӑлса тӑкмалла та ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламалла. Ҫавӑнпа эпир ӗҫес килнипе тарӑхмастпӑр ӗнтӗ. Ҫитменнине унтах ларакан адъютант ӑна хӑй темӗнлерех пӑхса ларнипе иментерчӗ: «Эпӗ сирӗн полк командирӗн тусӗ ҫеҫ. Ман патӑма килмен эсир, ҫавӑнпа та эпӗ сире хама хисеп тума хушмастӑп, хушма та пултараймастӑп, хушассӑм та килмест» тенӗ пекех пӑхать вӑл. Тӗлӗнмелле, — шухӑшласа илчӗ Козельцов, хӑйӗн командирӗ ҫине пӑхса, полка хӑй аллине илнӗрен вара мӗн пурри те 7 эрне кӑна ҫитрӗ, анчах та ун таврашӗнче, тумтирне пӑхсан та, хӑйне хӑй тыткаланинче те, ҫын ҫине пӑхнинче те, пур ҫӗрте те полк командирӗн влаҫӗ курӑнса тӑрать, нумай ҫул хушши службӑра тӑнипе е вӑрҫӑра ҫапӑҫса чапа тухнипе илнӗ власть темеллех мар ӗнтӗ ӑна, пуринчен ытла полк командирӗн пуянлӑхӗ ҫинче никӗсленсе тӑракан власть вӑл. Артём чӗнет, — тет те вӑл урам урлӑ килнелле чупать. — Эсӗ хӑвах каларӑн: вилӗм эмблеми! — терӗ вӑл шӑппӑн. — Унтан, — тӑсрӗ малалла Володя, ҫепӗҫҫӗн кулса, — унтан унӑн пӳрнисене, куҫӗсене, тутине, сӑмсине, пӗчӗк урисене чуптӑвӑттӑм — йӑлтах чуптуса тухӑттӑм… Сасартӑк вӑл анне енне ҫаврӑнчӗ те:— Авдотья Васильевна, миҫе ҫултаччӗ-ха ҫав пирӗн Петруша? — терӗ. — Вунҫичӗ ҫула кайрӗ ӗнтӗ, — терӗ те анне, тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнлантарса пама тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа Силистрӑра та, ун таврашӗнчи ялсенче те Бяла Черкваран пынӑ ҫынсем пайтах пурӑнаҫҫӗ; ҫак ҫӗнӗ ҫӗрте вӗсене «цивилизаци пионерӗсем» теҫҫӗ, вӗсем, чӑн та, ытти енӗсене шута илмесен, Силистра таврашне вунӑ пуп кӳчӗҫ, ҫирӗм икӗ учитель пачӗҫ. — Малалла! — Кунта Дик мистер ҫук! — терӗ тӳрех Бат, анлӑ площаде тинкерсе тухса. Давыдов хирӗҫ хуравлама ӗлкӗреймерӗ. Кровать ҫине ларса, лётчик нумайччен хырсен вӑрттӑн шавне итлет, унтан тӑрук, куҫа курӑнакан тӗлӗке хӑваласа янӑ пек, пуҫӗпе сулса илет те унӑн чӗри хаваслӑ ҫирӗп вӑйпа тулать. Щельсене-е вырнаҫӑр! Мӗн ялан харкаштарать вӗсене? — Чӑнах те? Унран тата темиҫе вак-тӗвек япала пирки ыйтрӗҫ те, председатель вара ӑна вӑл ирӗкли ҫинчен пӗлтерчӗ. Пӗтӗм юратӑвӗ, пӗтӗм туйӑмӗсем, хӗрарӑмӑн пӗтӗм ҫемҫе кӑмӑлӗпе чӗре ҫулӑмӗ халӗ ӗнтӗ унӑн ача амӑшӗн юратӑвӗ пулса тӑнӑ. Эпӗ эсӗ хушу панине те пӗлетӗп ӗнтӗ… …Гор сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ. Огнянов тӗттӗм сад пахчи ҫинелле пӑхса тӑчӗ. Николаев юлашки кунсенче питӗ типпӗн калаҫать манпалан. Ҫӗнӗ Орлеанта ӑна хӑрушӑ ҫын тесе шутланӑ. Вӑл пирусне туртса пӗтерчӗ, ывӑтса ячӗ, лӑпкӑн кӑна пирӗн паталла утрӗ. Хулан ҫак пайӗнчех эрнере икӗ доллар тӳлесе чарӑнмалли вырӑн тата ҫӗр каҫмалли ҫуртсем пур. Кунтах апатланмалли вырӑн та пур. Унта кит тытма ҫӳрекен судно хуҫисем тӗрлӗрен ҫынсене ӗҫе илеҫҫӗ, пытанса ҫӳрекен агентсем — Венецуелӑран, Бразилирен, Эквадортан тата ытти ҫӗрсенчен килнӗскерсем — Эквадора кайма, унта сивӗ чирпе чирлесе вилме килӗшекен ҫынсене шыраҫҫӗ. Кунта пырса кӗрекенсене шыв кӑларса пӑрахнӑ шӑршлӑ устрицӑсемпе пулӑсем тата тӑварлӑ какай ҫитерекен кухньӑсем пур; шӑмӑлла вылямалли вӑрттӑн ҫуртсем, китаецсен кӗпе-йӗм ҫумалли кӗтессем, матроссем валли тунӑ шанчӑксӑр номерсем, вӗсемпе пӗрлех тата, йӗрӳ-йӑнӑшу, чухӑнлӑх, выҫлӑх тӑракан тата темле усал ӗҫ те пулса иртекен притонсем пур. Тӳррипе каласан, эпӗ хам та ҫавӑн ҫинчен пирвайхи кунсенче кӑна шухӑша илсеттӗм. Унта, ҫӑра йывӑҫсен айӗнче, пит тӗттӗм. Хӑй ҫеҫ пӗлекен темскерле паллӑсем тӑрӑх ҫулне вӑл яланах тӗрӗс тупать, вара лапсӑркка хӑлхисене хавассӑн силлентеркелесе, малалла вӗҫтерет. — Ӑҫтан иккенне каламарӗ-и сана? — Вӗренни мӗнрен начар-ха? — кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле кулса каларӗ майра. — Эп ҫырнине шӑллӑмран пуҫне никам та вулаймасть, ӑна вӑл яланах тепӗр хут куҫарса ҫырать. Эсӗ пур — укҫа леҫес тесен, ӗрӗхсе каятӑн… купец! Пуҫпа нимскер шухӑшламасӑр, вӑл юлашки уйӑхсене мӗнле ирттерни ҫинчен аса илнӗ. — Сирӗн ӗҫ ҫук унта, — молчать! — кӑшкӑрчӗ офицер, ура ҫине тӑрса. Вӑл тумбочка ҫинче шухӑша кайса шӑхӑркаларӗ, шӑхӑрнӑ майӗн ҫара та хура ура кӗлипе тапкаласа ларчӗ. Марьинӑри ҫуртсен чӳречисенче хӑйҫутисем ҫутӑлаҫҫӗ; хурӑ фрак, шурӑ перчеткесем тӑхӑннӑ Прокофьич, уйрӑммӑнах савӑнӑҫлӑскер, ҫичӗ ҫын валли сӗтел ҫине апат хатӗрлет. Ҫын е чӗрчун? Егоровна кӑшкӑрса ӳлесе ячӗ. «Рихтгофен» вӑл — паян ҫумкурӑкӗ хушшинче ҫунса выртас теместӗн пулсан, икӗ куҫупа та виттӗр пӑхса пыр, тенине пӗлтерет. — Мӗншӗн эсир паян пулӑ тытмастӑр? — ыйтать Сухарько, сӑмах пуҫласа ярасшӑн тӑрӑшса. Ҫул тӑрӑх вӑйлӑ хулпуҫҫисем ҫинче корзинкӑсемпе виноград йӑтса пыракан ҫӗтӗк тумтирлӗ тарҫӑсем вӗҫӗмсӗрех тӗл пулаҫҫӗ. Ерофей Кузьмич Ольховка ҫыннисен хуҫалӑхӗсем мӗнлине, вӗсен мӗн чухлӗ запас пуррине пит лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Вӑл тӳрех чухласа илчӗ: ун чухлӗ налог пуҫтарма ялӑн вӑй ҫитес ҫук, вӑл ӗҫе, паллах, ниепле майпа та пурнӑҫа кӗртме май килес ҫук. Ҫухӑракан кӳлепесен купинчен чарӑлчӑк куҫлӑ, аманнипе юнлӑ ҫӑварлӑ Гусев каллех курӑнса кайрӗ. Амстердам утравӗсем Добрая Надежда сӑмсахӗнче Джон Мангльс кӑмрӑк тиеме ӗмӗтленет. — Эсир Генри Пойндекстер вилнӗ тесех шутлатӑр эппин? — тесе ыйтать арестленӗ мустангертан айӑплакан. Крэнкбиль, сирӗн хӑвӑр вӑйлӑрах иккенне ҫеҫ кӑтартмалла. Тепӗр ҫур сехетрен театрта айӗн-ҫийӗн тусан явӑна пуҫларӗ. — Йывӑр ҫав, учитель, ай, йывӑр сирӗн ҫӗр ҫинчи ӗҫӗр, анчах вӑл мухтава та чапа тивӗҫлӗ, турӑ сире хӑех ӑс панӑ халӑхра ӗҫлемешкӗн. Давыдов майӗпен саламатне ҫӗклерӗ те лашине ура кӗлипе тапса илчӗ. Вӑл: «Эпӗ пӗлетӗп, масса Том сана хӳме шуратмашкӑн чӗнӗ, эсӗ ӑна ан итле, хӑвна янӑ ӗҫ патнех кай. Вӑл епле шуратнине эпӗ хам кайса пӑхатӑп», — тет. Дик Сэид хӑранӑ пекех, кимӗ сӑвайсем хушшипе иртнӗ чух хӑйӗн сылтӑм енчи тӑррине сӑтӑрттарса сирчӗ. Пестов гимназисчӗсем пӗтӗм Мускавӗпе те чи чарусӑр ҫамрӑксемччӗ — ахальтен пулман иккен ҫак гимназие ытти гимназисенчен кӑларнӑ ачасене пӗтӗмпех пуҫтарнӑ пулнӑ. — Эпир кунта манахсем пек пурӑнатпӑр — терӗ Рыбин, Власовӑна хулпуҫҫинчен хуллен кӑна ҫапса илсе. Лукашка шомполне туса пӗтерчӗ те, хӑйне ыйхӑ пусса ҫитнине туйса, «вӑратма вӑхӑт» тесе шутларӗ. Ирт, ларах, батюшка». — Пӗр ыйту, Джон, — терӗ вӑл ӑна. Анчах Андрей хӑй мӗн тери хӑвӑрт шухӑшланине те, мӗнле вӑр-вар ҫаврӑнкаласа ӗҫленине те асӑрхаса юлаймарӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, уншӑн пулсан, танкпа ҫапӑҫса вӑхӑт сахал мар иртнӗн туйӑнчӗ. — Том! Тусӑмсем! — чӗнчӗ вӑл ҫак кун ирхине палуба ҫине тухса. Турӑ сывлӑх патӑрах, ачам! — Геркулес! — чӗнчӗ Дик Сэнд. — Эпӗ сире ҫак ҫынна сӑнаса тӑма хушатӑп. Макар лаша хыҫҫӑн чупса пӑхрӗ, анчах лешӗ ӑна ҫывӑха ямарӗ, пӗррех тапса сикрӗ те, мӑн ҫул урлӑ тӳрех хутор еннелле сиккипе тапӑртатса вирхӗнчӗ. — Пирӗн васкамалла пулать, — тет вӑл, лампине сӳнтерсе. — Пӑлхав пиркиех ыйтатӑп ӗнтӗ. Татах хӑнасем килсе кӗчӗҫ. Аудиторине кӗрсенех, эпӗ хам ҫак ҫамрӑк та савӑк ҫынсен йышӗнче пачах палӑрманнине туйса илтӗм, ку ҫамрӑксем пысӑк чӳречесенчен кӗрекен хӗвелӗн йӑлтӑркка ҫутинче алӑксем патӗнче тата коридорсенче шавлӑн хӗвӗшеҫҫӗ. — Вӑл ырӑ паллӑ мар, — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ. Монтанеллие нихҫан та суя сӑпайлӑх килӗшмен, ҫавӑнпа та вӑл ун пек калани Артура ытла та кӳрентернӗ. Вӑл минтерӗ пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрса хучӗ, пин таран, унтан каялла шутларӗ, хушамачӗсем «А» саспаллипе пуҫлакан хӑй палланӑ пур ҫынсене, унтан «Б» саспаллипе пуҫланакансене аса илсе выртрӗ, йӑсӑрланакан лампа ҫути ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗ, анчах харпӑр хӑйне ҫывратса ямалли ҫӗр хут тӗрӗсленнӗ меслетсем паян пулӑшмарӗҫ. — Ҫук, ҫук, ҫук, ҫук, — хӗрӳ, васкавлӑ, тархаслуллӑ пӑшӑлтатупа каласа хучӗ Шурочка. Эпир пӗр-пӗринпе курнӑҫатпӑр, чӗнейместпӗр. Манӑн пуҫа каллех, пусма картлашки ҫинчи пекех, ӑна урапа тапса ывӑтас шухӑш пырса кӗчӗ, анчах та эпӗ кӑна тӳссе ирттертӗм. Вӑл стенасем ҫинелле пусса тӑракан вӑя пӗтерсе хурать, ахалӗн стропилӑсем стенасене тапса кӑларакан пулаҫҫӗ. Пӗр пушӑ урамра вӗсене Сашенька тӗл пулчӗ. Ҫакӑ интересно, ун ҫинче пуля ҫинчи инициалсем пекех ят ҫырни пур. Киле кайма тухсанах шуйттан чӗпписем, сырса илеҫҫӗ те: «Мучи, чӑх хыпалакан! Аким мучи, чӑх хыпалакан!» — тесе ҫухӑрашаҫҫӗ. Шӑнса вилетӗп тесе шутлатӑп, сасартӑк хамран темиҫе утӑмра кӑна пӗчӗк кайӑк курӑнчӗ. Эпир «Аксель утравӗнчен» сакӑр километр ишсе кайнӑ. Хӗвеле ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупламан пулсан, ӑна чӑтма та май ҫукчӗ пулӗ. — Ну? Хӗрелсе кайнӑ, ҫаннисене тавӑрса янӑ тата тутӑрне янаххинчен те аяларах антарса ҫыхнӑ Марьянка йывӑр ҫупкамсене хӑвӑрттӑн каса-каса ҫатан корзинка ҫине хурать. Вӗсем хӳме урлӑ сиксе каҫрӗҫ те парк карти шӑтӑкӗ витӗр шалалла чӑмрӗҫ. Анчах ӳкнӗ май вӑл сӑвайран ярса тытрӗ те шыв ҫийӗн ҫакӑнса тӑчӗ. — Апла та, анчах вӑл вилмен вӗт-ха. Хулара ӑна кӗтсе, хатӗрленсе ҫитнӗ. Кайри ӗретсенче, куҫ питех курман вырӑна, халь ҫеҫ мобилизациленисен полкне тӑратнӑ. Кунта ҫара-уран, тӗрлӗ тумтирпе чӑпарланса тӑракан ҫамрӑксем. Халь ӗнтӗ вӑл тӗнче ҫине урӑхларах куҫпа пӑхма пуҫларӗ. — Вӗсем пурте сан кӑмӑлна кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ! — терӗ Павел лӑпкан. Вӑл тӗрмере, ман пичче ывӑлӗ — Евченко, илтнӗ-и? Уйра пӗр вӗҫӗмсӗр пульӑсем чӑвлатаҫҫӗ. Пӑх-ха, эпӗ малтан ӑна шывпа йӗпететӗп те унтан нумайччен йӑвалатӑп. Эпӗ полка-и унта… эпӗ утлӑ дивизие ертсе пынӑ. — Никам та вӗт — ни эсир, ни эпӗ, ах, мӗн каласси ӗнтӗ, ҫак ҫӗр ҫинче пӗр никамах та леш тӗнчери нимӗскерле пурнӑҫа та ӗненмест. Паян карапа «Король телейӗ» тесе ят параҫҫӗ, ыран мӗнле те пулин урӑхла. Пур пӗрех тупаймарӗҫ, тупаймаҫҫӗ те! — Шыв! Анчах вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ. — Ав, темӗнле улпут килсе кӗчӗ те, ӑҫта типӗнме пулать-ши тесе ыйтать. — О, с-сволочьсем! — кӑшкӑрнӑ Гордеев, пуҫне сулкаласа. Нӑрӑ-Куҫми вӑл — приказчикӑн хушамачӗччӗ, ӑна мастерской панӑччӗ. Сталин юлташ кулса илчӗ те ҫапла каларӗ: «Эпӗ, — тет, — сирӗн хута кӗрӗп: ку ӗҫе тумаллах пулнӑ, унсӑр май килмен тесе йышӑнччӑр». Иван аллине пичӗ патне ҫӗклерӗ, анчах ҫӑварне уҫаймарӗ, алли чӗркуҫҫи ҫине вӑйсӑррӑн ӳкрӗ. Вӑл мӗншӗн тӳррине калани ҫинчен шухӑшламарӑм эпӗ, — ку часах паллӑ пулчӗ. Чӑпарккамсем! Ҫунатӑмсем! Тӳ-тӳ-тӳ!» — тесе йыхӑрать шӑппӑн, ҫав вӑхӑтрах хӑй арпа купи хыҫӗнче тискер кайӑкла йӑпшӑнса ларать. Юланут куҫран ҫухалнӑ. Эсир, тен, ырӑ хӗрсен институтӗнчен мар-и? — Отпускра та, ӗҫпе те кунта килтӗм. Эпӗ те — ухмах! Хӑй питех те ҫӑмӑл тумланнӑ, хӳхӗм пӗвӗ ҫине пысӑках мар тутӑр уртса янӑ. Боцман пулнӑ ҫынна шансах пӗтереймест вӑл, анчах та ун ҫинчен никама та пӗр сӑмах чӗнмерӗ, кӗҫӗрхи каҫа ҫывӑрмасӑр хурал тӑрса ирттерме шут тытрӗ те, ҫакӑнпа вара хӑйне-хӑех лӑплантарчӗ. — Эпӗ апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме хушмарӑм-и вара? Ҫынсем ҫывӑхра пуррине пӗр сукмак та, туземецсем иртсе кайнине пӗр йӗр те кӑтартса памасть. Ахальрен мар ҫак Содена кайса ҫӳрени килӗшмерӗ мана… ахальрен мар. — Аптрамасть, — терӗ Георгий. Эпир питӗ савӑнтӑмӑр. Тӑрӑшни харама каймарӗ терӗ Том, мӗншӗн тесен халӗ, хуть те вӗлер, Салли аппа тӗрӗс шутласа кӑлараймасть, йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗ вӑл; тӗрӗс шутласан та хӑйне хӑй ӗненмест; тата пӗр-ик кун ҫак ӗҫпе аппалансан, пуҫӗ йӑлт ҫаврӑнса каять унӑн; вара вӑл ҫав ҫӗрҫӑтман кашӑксене шутлама пӑрахӗ, кам та пулин ҫакна тепӗр хут тума ыйтас пулсан та, лайӑх кӑна сӑсӑл вӗҫтерӗ. Ахаль ҫухалакан шутсӑр пысӑк вӑй. Ман шухӑшпа пулсан, рунӑ ҫыру паллисене ученӑйсем вӗренмен халӑха аташтарса улталама ҫеҫ шухӑшласа кӑларнӑ пек туйӑнатчӗ. Ҫавӑнпа ман пичче нимӗн те ӑнланса илейменнинчен пӗрре те тӗлӗнмелли ҫук. Отряд тухса кайнӑ кунхине вӑл та якӑрне илсе ҫула тухасшӑн пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл Аргентинӑн ҫыранӗсем патне Гленарванран малтан ҫитесшӗн тӑрӑшать. Ҫакӑнтан вара отряд начальникӗпе яхта капитанӗ хушшинче чӑн-чӑн ӑмӑрту ҫӗкленчӗ, ку ӑмӑрту, паллах, иккӗшне те ҫитӗнӳсем патне илсе пырать. Тарҫӑ ман енне ҫурӑмпа ҫаврӑнчӗ те (ҫав самантра унӑн ливрейин кивелсе якалнӑ ҫурӑмӗ, пӗртен-пӗр герблӑ тӳми курӑнчӗ) турилккине урайне лартса тухса кайрӗ. Гапка тӗреклӗ, вӑй-питти хӗр, вӑл запаска тӑхӑнса ҫӳрет, ури хырӑмӗсемпе питҫӑмартийӗсем питӗ тулли. Хуралти ҫынсен сӑн-сӑпачӗсемпе тумтирӗсем мана кунта ҫырса кӑтартма май ҫук сехӗрлентерчӗҫ. Яп! ярса илме ҫук-ҫке, чулпа ҫапса вӗлерме те ҫук. Амӑшӗ, вӑл тус-юлташла ҫемҫен каланине итлесе, ун ҫине кӑшт кулкаласа пӑхса ларчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл ӗнентерме тӑрӑшса каланӑ сӑмахсене ӑнланмасӑр, ҫак ҫынна хӑй ачаш чунпа шаннинчен тӗлӗнчӗ. Малтанласа вӑл помощник вырӑнӗнче ҫӳренӗ, унтан шкипер пулнӑ, ҫапла вара Роберт ҫуралнӑ вӑхӑталла унӑн пӗчӗккӗн перекетлесе пынӑ укҫи те пулнӑ. Лайӑх хӗҫпӑшалланӑ пулсан та, темиҫе ҫӗр кашкӑрсене хирӗҫ виҫӗ ҫын мӗскер тума пултарӗҫ-ха? Паллах ӗнтӗ, ҫав «ай бурданьран» пуҫласах темӗнле тӗлӗнмелле пулса кайрӗ, примус ҫинчен лекци вуланӑ чухне ненецсем мана ҫав тери лайӑх итлесе тӑчӗҫ, пирӗн хушӑмӑрта вара, тӗлӗкри пекех, вӑрӑм хӑмӑр хӑюсенчен тунӑ пек тӗтӗм юпаланса ҫӗкленсе тӑчӗ. Эпӗ сана хӗрхенетӗп, чӑн та. Эсӗ пьянцӑ, эп сана юрататӑп. Ялан вӑл темскер кӗтсе тӑнӑ пек, куҫне унне темӗнле йӑлхах карса илнӗ пек… Амӑшӗ пичӗпе минтер ҫине тӑрӑнчӗ те пӗр сасӑсӑр макӑрса ячӗ. — Сӑмах майӗн каласан, Ленӑна мӗнле те пулин стипенди памалла тумалла та, кайтӑр вӑл Воропаев куҫӗ умӗнчен, — хута кӗнӗ евӗр асӑрхаттарчӗ Варвара. — Таса турӑ амӑшӗ! — терӗ мексиканец, хӑй патне пынӑ ҫын тухса кайсан. Мӗскӗн! Егор Иванович вилсе кайрӗ! — терӗ амӑшӗ, ним ҫинчен те шухӑшламан пек. — Юрать. Унтан хӑйӗнчен пуҫне пурте айӑплӑ. Вӑл кравать ҫине выртрӗ. Олейник тӑчӗ те, куҫӗсене кӑшт сӑмса еннеллерех чалӑштарса, Ярцев ҫине шӑтарас пек тӗллесе пӑхрӗ. Ку элес-мелес чӗрчунсене ҫиллентерсен нимӗнле этем те хӑтӑлас ҫук. Пыратӑп та ун патне ҫӗрле, вӑл ҫилленет, кулать. Тӳперен ӳкекен имшер ҫутӑра чӳречен пӗчӗкрех те авӑнчӑк кантӑкӗ кӑваккӑн курӑнать. Унтан вара ӑна хам докладӑма пыма чӗнсен, вӑл мана хисеплӗн тав турӗ. — Пыратӑпах, тавах пӗлтернӗшӗн. — Хаваслантартӑр мана, — терӗм те каллех эпир шӑплантӑмӑр. — Саня, эсӗ манпа хисеплӗн калаҫса ӑшӑма вырттартӑн. Мужиксем ирӗкшӗн пӑлханма пуҫласан, асли пӑлхава хутшӑннӑ: атте те пӑлхавпа ҫыхланнӑ пулнӑ — ирӗксӗрлесе ҫӗрулми ҫитерме тытӑнсан, вӑл ҫӗрулми ҫиме килӗшмен: ӑна ҫаптарасшӑн пулнӑ, анчах вӑл пытанас тесе тарнӑ та пӑр айне анса кайнӑ, путнӑ. Питӗ те салхуллӑн вӑл малалла каларӗ: — Анчах та ҫынна ӗненес пулмасть, унран хӑрас пулать, — унтан та ытларах — ӑна кураймасӑр пурӑнма тивет. Перекенӗ кам пулнине чухласа илеймерӗн-и, тесе ыйтрӑм та, вӑл кулать кӑна: «Манӑн тӑмана куҫӗ мар. Чернокозов хаҫат вуланӑ ҫӗртен пуҫне ҫӗклерӗ те, унӑн сӑнӗ темле ҫуталса илчӗ. Тин анчах пуҫтарӑнатӑп. Лаша та ҫук-ха тата майлаштарма та май ҫук. — Эпӗ циркра виҫ-тӑватӑ хут та — нумай хут пулнӑ. Эпӗ мӗн? Мӗнле те пулсан манти те пулин тупмалла. — Тогонгана куртӑн-и? Пур ҫӗрте те снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ. Ҫав хушӑра Цанко лаши аялалла сиккипе вӗҫтерчӗ, тепри вара, ҫывӑхра кашкӑрсем пуррине сиссе, Стремӑ шывӗ урлӑ каҫрӗ те хӳрине тӑратса хирелле чупса кайрӗ. Ҫав нимӗн пӗлмен ухмахпа-и? Ак шӑхӑрнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, Петро чуннех пырса тиврӗ ку, халь ӗнтӗ ӑна тем те пӗр илтӗннӗн туйӑнать: курӑкӗ кӑшӑлтатма пуҫларӗ, чечекӗсем, пӗчӗкҫеҫ кӗмӗл шӑнкӑравсем пек, пӗр-пӗринпе ҫинҫе сассисемпе калаҫма тытӑнчӗҫ; йывӑҫӗсем кӗр-кӗрлесе ятлаҫма тапратрӗҫ… — Инҫех мар. — Вӗсенчен мӗн ҫинчен те пулин ыйтӑп тетӗр пулӗ? Монтанелли курман чухне каяс мар-и манан? — Чей ӗҫмеллех памалла-и? — тесе ыйтатчӗҫ унтан, кошелекӗсенче юри нумайччен шыраса хӑтланатчӗҫ те, пӗр пус та памастчӗҫ. Ҫав вӑхӑтчен ҫамрӑк креолка пӑртак канӑҫлӑн ларкаланӑ. Унӑн куҫӗсем ҫӑвара кӗрсе ҫухалан кашни татӑкшӑнах пӑшӑрханнине палӑрта пуҫларӗҫ. — Ҫывӑрмастӑн-и? — хӗпӗртесе кайрӗ Андрей. Анчах та тӗлӗнмелле япала: унччен, сӑмахран, ҫав кун чугун ҫул ҫинче, эпӗ час-часах хама хам вӗлересси патнех ҫитеттӗм, ҫавна тума мана йывӑр мар пекчӗ, арӑма тӗлӗнтерсе ӑнран ярас тенипех йывӑр мар пек туйӑнатчӗ. Эпӗ Ганс ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӑм. — Эпӗ урҫа пуҫпа вун виҫҫӗмӗш ҫул пурӑнатӑп. Ак мӗнлерех чыхса тултарнӑччӗ пуҫсене пуринне те! Вӑл ӑна хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ. Вӑл манпа пӗрле сана хирӗҫ тухса илесшӗнччӗ, анчах темшӗн шухӑшне улӑштарчӗ тата. (Эмиль ӑна таврӑнсанах пурин ҫинчен те каласа панӑ пулнӑ). — Сулхӑнлатнӑ вырӑн ҫук сирӗн, акӑ инкек тата, — асӑрхаттарчӗ Аркадий, ашшӗн юлашки ыйтӑвӗ ҫине тавӑрмасӑр. Марко бай, пӗр куркалӑх парса тӑр-ха… Вӑл, электричество тӗлӗшпе ӗҫлеме вӗреннӗскер, слесарь ӗҫӗн ӑсталӑхӗпе йывӑрлӑхне пӗлмен, анчах унӑн аллисем винтӑсем пӑрмалли ключ тытса, тутӑхса пӗтнӗ гайкӑсене пӗр пин ҫеҫ мар пӑра-пӑра лартнӑ. Пан полковник пынӑ ҫӗре вечер хӗрсех кайнӑ. Вӑл унта хӑйӗн тусӗпе, хӑй пурӑнакан хваттер хуҫин — буфетчикӑн хӗрӗпе пычӗ. Илтрӗн-и эсӗ, Макарӑм, Титокӑн вӑпӑр-карчӑкӗ мӗн туса хунине? Анчах ҫывӑрма выртмастӑп, ҫуртана та сӳнтерместӗп, ҫута пуррине куртӑр вӑл терӗ. Картӑ пур-и? Эпӗ сире юлашкинчен, уйрӑлас умӗн калатӑп: эсир питӗ лайӑх ҫын — кайран ӳпкелемелле пулас ҫук. — Вӑл тӗрӗс мар, — тесе хирӗҫлерӗ ӑна майор. Ун хыҫҫӑн ҫӗр юланут пырать. Ҫав каҫхине Фома мӗн кӑна туна, мӗн кӑна калаҫнӑ — савӑк секретарьшӗн пӗтӗмӗшпех интереслӗ пулнӑ, ун Фомана лайӑххӑн пӗлес килнӗ, кунсӑр пуҫне, ҫамрӑк пуянӑн уҫӑмлӑхӗ ӑна хӗпӗртеттернӗ. Унтан вара сӑрт-тусенчи окопсен пуҫлӑхӗсене уйӑра-уйӑра лартрӗҫ, пӑлхав халӑхӗ валли вӑрҫӑ хатӗрӗсем турттарса пычӗҫ, тӑшман тапӑнас-тӑвасран хулана сыхламалли майсене палӑртрӗҫ. — Манӑн яланах ӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен пур ҫӗрте те ухмахсем. — Урӑх калаҫмастӑп эпӗ санпала! — Ара, тахҫанхи туссем пӗрне пӗри ҫапла: «Санька та Ромашка» тесех чӗнмелле мар-и-ха! Хӑш-пӗр чухне ӑна яланах ҫурӑм ҫинче выртасси йӑлӑхтарсах ҫитернӗ, вӑл вара юнтарса кутӑнлашма пӑхнӑ. — Кулянатӑп та, анчах арестленисене хӑйсене пӗччен хӑварма юрамасть. Анчах авланасси — пулмасть, ҫук! Темиҫе минутранах Корчагин акӑ мӗн пӗлчӗ: хӗр шкулта вӗренет, унӑн ашшӗ вагонсем пӑхакан, хӑй вӑл Корчагина тахҫантанпах пӗлет, унпа вӑл паллашасшӑн пулнӑ-мӗн. Вӑл… вӑл… манран ирӗксӗрлесе илчӗ… Хӑратса, хӗнесе. — Ҫук, шыв! — терӗ Голомб. Ку маншӑн пӗрремӗш ҫӗнӗ хыпарччӗ-ха. — Вӑл ҫаплах та пулӗ ӗнтӗ, — терӗ кулкаласа Митя. — Темӗн мар, — терӗм эпӗ нимӗн те пулман пек. Ҫав тери чаплӑ та тӗксӗм залра вӑл, айӑпланаканнисен сакки ҫинче ларнӑ чух, судьясене, секретарьсене, хӑйсем ҫине манттисем уртса янӑ адвокатсене, мӑйне пӑлчӑра ҫакса янӑ суд приставне, жандармсене, барьер хыҫӗнче суд пынине итлесе ларакан чӗмсӗр халӑхӑн ҫара пуҫӗсене курнӑ. Кравать ҫинче, сиккелекен йывӑр ҫурма тӗттӗмре аран палӑркаласа, ним хускалман хӗрарӑм кӗлетки ларать. — Ваше превосходительство, ку кӳме тӑватӑ пин тӑрассӑн туйӑнмасть, — терӗ ҫамрӑк офицерсенчен пӗри. Ҫӗре турттарса пыракан пуйӑсӑн юлашки вакунӗнчи проводник, машиниста сигнал парас тесе, хунарне ҫӗклерӗ. Турӑ амӑшӗ, мӗн пулчӗ-ши ҫавӑ? — Тур ҫырлах! — Урра! — кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем. «Поляк, хӑй поляксен легионӗсене хирӗҫ кайнӑ» тейӗҫ. Мӗскӗн хӗрӗм! Хирте вӗсем ӑҫта килнӗ унта сапаланса выртаҫҫӗ, ҫавна пула ҫуркуннесенче выльӑхсене шӑварма бригада станӗнчен икӗ километр ҫурӑ е виҫӗ километра уттарма тивет. Ольга машина патне таврӑнчӗ. — Мӗншӗн ку? — тӗлӗнчӗ Баймакова, суйласа татнӑ илемлӗ чечексемпе курӑксем ҫине иккӗленерех пӑхса. * * * Ҫав кунах, тепӗр икӗ сехетрен, Санин хӑй пӳлӗмӗнче Марья Николаевна умӗнче тӑчӗ — пӗтнӗ ҫын пек, вилнӗ ҫын пек… Вара ҫак самантра вӑл, ҫерҫи евӗрлӗ арҫын ача, лётчикӗн хура куҫӗсем куҫҫулӗпе тулнине асӑрхарӗ. Вӑл диван ҫинче урисене хуҫлатса, вӗсене пысӑк аллисемпе ытамласа тытса ларнӑ, янахне чӗркуҫҫийӗсем ҫине хунӑ. — Ну, мӗн эсӗ, вилнӗ ҫын пек, сӳрӗккӗн уткалатӑн? Эпӗ хама Голландие илсе кайнӑшӑн (Теодор Вангрульт ятлӑ темӗнле капитана) хамран мӗн чухлӗ илес тенӗ, ҫавӑн чухлӗ укҫа тӳлеме хатӗрри ҫинчен каласа патӑм. Анчах вӑл, эпӗ хирург пулнине пӗлсен, хам ун карапӗ ҫинче доктор ӗҫӗсене туса пыма килӗшетӗп пулсан, манран ҫул укҫин ҫуррине ҫеҫ илме пулчӗҫ. Серёжа лайӑхах курать: вӗсем пӗшкӗне-пӗшкӗне чупаҫҫӗ, чупнӑ хушӑрах персе пыраҫҫӗ. — Лось каллех кулкаларӗ, пуҫне сулларӗ. Унта пулнӑ кашни ҫула эпӗ вунӑ ҫул вырӑнне шутланӑ пулӑттӑм. Каначӗсем тӗреклӗрех пулччӑр тесе, эпӗ вӗсене виҫшер хут туса яврӑм, пӑрӑсӗсене виҫшерӗн пӗтӗртӗм те, вӗҫӗсене кукӑртса ҫеклӗсем пек турӑм. Манӑн ҫӗнӗ кӗпе ҫурта ҫӑвӗпе тата тӑмпа йӑлтах вараланса пӗтнӗ, хам йытӑ пек ывӑннӑ. Йытӑ хӑй ҫине сиксе ӳкнӗ самантра португал Гаррис пӑшалне ярса тытрӗ те тӗллесе персе ячӗ. Анчах пӗрремӗш рота аллӑ утӑмсем те тума ӗлкӗреймерӗ, ҫавӑнтах корпус командирӗн чӑтӑмсӑр сасси илтӗнсе те кайрӗ: — Мӗскере пӗлтерекен мешех ку? — Ыран-и? — Кам ҫинчен ыйтатӑр эсир, мисс Луиза? — Пурте килкартине тухӑр! — тесе кӑшкӑраҫҫӗ урамран, хӑрушшӑн ятлаҫаҫҫӗ. — Кама ҫакӑн пек чыс туни? — Ыррисӗр начарри пулмасть, тетӗп эпӗ, юлашкинчен. Эпӗ хам тунӑ йӑнӑш пирки пӗрре те пӑшӑрханса тӑмастӑп. Шыв урӑх хӑпармарӗ, анчах халӗ вӑл унчченхинчен сакӑр дюйм ҫӳллӗрех. Этемлӗхӗн халь пурӑнакан ӑрӑвӗ хӑй тӗллевне пурнӑҫлайман-ха, мӗншӗн тесен унӑн вӗри туйӑмсем пур, уйрӑмах чи вӑйлӑ туйӑм — ӳт туйӑмӗ пур. Волынцевӑн ҫӳҫӗсем те, куҫхаршисем те сарӑ тулӑ тӗслӗ. Пичӗ-куҫӗ унӑн ирӗксӗртен тенӗ пекех илемсӗрленет, ун ҫине пӑхма та йывӑр. Акӑ вӑл кровать тӑрӑх куҫкалать, чун хавалӗпе те пулин пӗр вырӑнта ларма тӑрӑшать. Акӑ! — вӑл пӗтӗм пӗвӗпе тенкел ҫине килсе вӑркӑнчӗ. Сывлӑшсӑр антӑхатӑп… Урӑх халӑм ҫук, ҫук!.. Ун вырӑнне эпӗ епле илемлӗ, лайӑх ирттертӗм ҫак куна. Пичче Эпӗ Володьӑран пӗр ҫулталӑк та темиҫе уйӑх кӑна ҫамрӑкрах; эпир пӗрле ӳснӗ, пӗрле вӗреннӗ, пӗрле вылянӑ. Нарядчик утӑ турттарма уйӑрнӑ колхозниксем те ҫавӑнтах кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Вӑл ӗҫ мӗнле пулса иртесси ҫинчен, тата ҫынсен умӗнче намӑс курас мар тесен, хӑйне мӗнле тытмалли ҫинчен ҫул тӑршшӗпех шухӑшласа пынӑ. Вӗсем хуҫалӑх ҫинчен сӑмах тапратса ячӗҫ. Витӗр курӑнакан пирсемпе карнӑ пилӗк чӳречерен черчен ҫутӑ пӳлӗме шупкаланса кӗрет. Ҫапла, Ливси, часрах килӗр. Мана хисеплетӗр пулсан, пӗр сехете те ан ҫухатӑр. — Эпе тискер кӗсресен йӗрӗсене ҫеҫ куратӑп, — тесе ответлерӗ Кольхаун. — Тур патӑрах, — ответленӗ ӑна Помялов кӗскен, йытӑ куллипе кулса илсе. Ӑна ӑнланма йывӑр пулнӑ: йӑвашшӑн ҫуллать-и вӑл е ҫыртать-и? Улӑм тӗслӗ пӗчӗк пӳлӗм ҫав тери таса, ҫулҫӑсем чашӑлтатаҫҫӗ, чӳрече тулашӗнче кайӑксем шӑхӑраҫҫӗ. — Ухмах! — терӗ вал, кӑшт тӑхтасан. Пӑхатӑп, тухать хайхи унтан: хул пуҫҫи урлӑ кобурне чикнӗ наганне ҫакса янӑ, аллинче пит шӑлли… Е вӗсем мана асаплантарма тытӑнсан… — Джим, — терӗ доктор, манӑн сӑмаха пӳлсе, хӑйӗн сасси кӑштах улшӑнчӗ. — Джим, эпӗ кун пек тутарма пултараймастӑп. Пирӗншӗн мӗн? Эпир хамӑр ҫӗршывра! «Дункан» ҫине ларса Грант капитана шырама каяс тесе ҫине тӑни те вӑл чӑнах та ҫапла иккенне аванах кӑтартса парать. Уйра сивӗрех пула пуҫлать. Хуласенче турра кирлӗ мар ылтӑнпа, кӗмӗлпе тултарнӑ чиркӳсем лараҫҫӗ, анчах чиркӳ умӗсенче, хӑйсен аллине пӗчӗкҫеҫ пӑхӑр укҫа хурса парасса усӑсӑр кӗтсе, ыйткалакансем чӗтресе тӑраҫҫӗ. Эпӗ лӑплансан, мана ыйхӑ пусса килчӗ те ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн закон мӗне пӗлтерет вара? — Салам, — ответлерӗ вӑл, утма чарӑнмасӑр. Сӑрт хӗрринчен калама ҫук пысӑк та килпетсӗр чулсем тухса тӑраҫҫӗ, унта такам темле ырӑ ҫын варӑш кӗпҫи лартса хунӑ, кӗпҫинчен ҫинҫе йӑрӑмпа шыв юхса выртать. Шел-ҫке… Анчах лавпа пӗрле юланутсем пур; чикмеке илсе килеҫҫӗ пулас. — Уҫӑп ман ҫинчен калать-и? — ыйтрӑм эпӗ. Анчах эсӗ ман сӑмаха ан пӳл-ха, Акимушка, унсӑрӑн эпӗ самантрах шухӑша ҫухатма пултаратӑп. Том ӑна пилӗк цент пачӗ, халь пурте киле каятпӑр, ҫитес эрнере пухӑнса, кама та пулин ҫарататпӑр е вӗлеретпӗр терӗ. — Ҫӑва патнех каям эпӗ, мӗн те пулин ӑнланатӑп пулсан, мисс Луиза. — Ниушлӗ хӑрушлӑхран хӑтӑлма пулмасть? — тесе кӑшкӑрса илчӗ плантатор, пӗтӗм шанчӑкне ҫухатса. Вӑл мана ним шарламасӑр итлерӗ, унтан тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утса, шухӑша кайса каларӗ: — Савнӑ кайӑкӑм, санӑн вӗренес пулатчӗ! Сӑнӗ-пичӗ унӑн кӑмӑла каймалласкер марччӗ, вӑл лӑпкӑ, йӑваш ҫын пек туйӑнатчӗ, тин ҫеҫ вырӑнсӑр тӑрса юлнӑ та ҫавӑншӑн пит хуйхӑрса ӳкнӗ приказчик пекчӗ. Урӑх санӑн кампа калаҫмалла тата? Тата ҫакна та асра тытас пулать: вӗҫекен пӗтӗм утрав король харпӑрлӑхӗ шутланать, утрав ҫинчи пӗтӗм хисеплӗ те чаплӑ ҫынсен ҫурт-йӗрӗсемпе виллӑсем шутланаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем утрав анса ларсан хӑйсен пурлӑхӗсем пӗтесрен хӑраҫҫӗ. Вӑт айванлӑх. Каярахпа Том, ҫывӑрма выртас тесе салтӑнсан, хӑйӗн йӗпенсе пӗтнӗ тумтирне яшка ҫу ҫурти ҫутинче саркаласа пӑхнӑ. Хӑйӗн йывӑрӑшӗпе сулӑм вӑйӗ ыткӑнтарнипе тата моторӑн пӗтӗм вӑйӗ малалла туртнипе аялалла вӑркӑнакан машина, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе, чул пек, — ҫук, чул пек мар, ракета пек — «фокан» кӗске ҫунатлӑ кӗлетки ҫинелле чӑмса ун ҫине ҫумӑр пек пуля ҫутарса пычӗ. Вӑл мана чи кирли енчен хӗсӗрлемест пулсан, эпӗ табакне вӑрттӑн ҫеҫ туртӑп, ятлаҫассине те вӑрттӑн ҫеҫ ятлаҫӑп, епле те пулин тӳссе ирттерӗп. Пиччӗшӗ ӑна шансах кайманран ҫапла ыйтнӑн туйӑнчӗ. Эпӗ хамӑн сывлӑхӑм ҫирӗп, чун-чӗрем лӑпкӑ та кӑмӑллӑ пулнипе киленсе пурӑнтӑм. Манӑн акӑ мӗн пӗлмеллеччӗ: атте мӗн тума шухӑшлать, каллех кунта юлать-и вӑл е юлмасть? Хӗрарӑма ку лӑплантараймарӗ. Чӳрече хуллен уҫӑлса кайрӗ, паҫӑр шывра курӑннӑ хӗр, Левко юррине тимлӗн итленӗ хушӑрах, тулалла пӑхрӗ. — Малалла! Пире ҫавӑн пек нумай усӑ пама ӗлкӗрнӗ Уйӑх ҫинчи кӳршӗ патнелле. Сыв пулсамӑр, Ромашов. — Эсӗ хирӗҫ пулмӑн-и хамӑр калаҫни ҫинчен Николай Антоныча каласа парсан? Вара Гленарван валли вӑл пӗр чашӑк вӗри кофе хатӗрлерӗ. Анчах Гленарванӑн ӗҫесси килмест. Вӑл тӑшман самолётне прицелти хӗрес варри тӗлӗнче тытрӗ те, икӗ пуҫ пӳрнине те гашеткӑсем ҫине хурса, ун патнелле вӑркӑнса пычӗ. Ӑнланнӑ вара патша: нумай ӑслӑлӑхра — куляну нумай, пӗлӗве ӳстерекен — хуйха-суйха ӳстерет. Мересьевпа Стручков опытлӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ та, вӗсем ун ҫинчен лайӑх пӗлсе тӑнӑ: ҫак пауза мӗн тери пысӑкрах пулать, ҫак шӑплӑх мӗн тери вӑрӑма пырать, тӑвӑл ҫав тери хаяр та вӑйлӑрах пулмалла, тесе шутланӑ вӗсем. Кӗҫех ҫӑри-ҫари ҫухӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Кометӑсем курӑнассинче те, пит тӗрӗсех мар пулсан та, тапхӑр пурах пулсан, епле-ха вара? Эппин комета Хӗвел тавра ытла вӑрӑм ҫулпа ҫаврӑнать, вӑл пӗрре ҫаврӑнса киличчен ҫитмӗл пилӗк ҫул ҫурӑ вӑхӑт иртет. Пурте хатӗр пулсан тата ҫак ҫӗршывран тухса каймалли кун ҫитсен, эпӗ хамӑн хуҫампа, унӑн арӑмӗпе тата ҫемйипе сывпуллашрӑм. Ҫапла ӑслӑн татса каланӑ хыҫҫӑн, эпӗ вӗсене ик-виҫ сӑмах калама ирӗк пама ыйтрӑм. Вӑл Японирен таврӑнать-мӗн. Унӑн капитанӗ, Дептфордри мистер Джон Бидл, питех те кӑмӑллӑ ҫын тата калама ҫук лайӑх моряк пулчӗ. Каҫ пулсан ҫамрӑксем, урапасем хушшине пысӑк кӑвайт хураҫҫӗ те, ҫывӑрма выртас вырӑнне, ташлама тытӑнаҫҫӗ. Инҫетре-инҫетре, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, куҫа йӑмӑхтарса Хӗвел хӗрри курӑнса каять. Хӑҫан… — Малороссине тесшӗнччӗ пулас эсӗ? Хӗрача малтан ҫавна асӑрхаман пек ларчӗ, анчах кӑштахран вӑл мӗн ӳкернине пӗлесшӗн ҫунма пуҫларӗ. Ӑна чӑнахах пуҫне ҫавӑрнӑ пулас. Ку йышши ҫынсем хӑйсем савакан чунӑн ҫитменлӗхӗсене те юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫитменлӗхсем кӑмӑлӑн ҫӗнӗ туртӑмӗсене ҫырлахтарма май туса параҫҫӗ. Карчӑк чашка ҫине пыл ячӗ те (вӑл хӑй нимшӗн те пӗр пус пӗтермест пулин те, чее сахӑрпа ӗҫме ҫылӑх та, хакла та ӳкет тесе шутланӑ) сасартӑк тытӑннӑ сасӑпа:— Иван кнеҫ мӗн ҫырать? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ санран паянах ответ ыйтмастӑп Тая. Калама ҫук хӑватлӑ пулнӑ Соломонӑн чун-чӗре хистевлӗхӗ, ҫавна кура тискер кайӑксем те ним турткалашмасӑрах пӑхӑннӑ ӑна: вӑл хӑйсем пурӑнакан ҫурта килсе кӗрсен, арӑслансемпе тигрсем йӑпшӑнса йӑваланнӑ ун ури патӗнче, йӑпӑлтатса тути-ҫӑварӗпе сӑтӑрӑннӑ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫумне, хӑйсен катрашкаллӑ чӗлхисемпе ҫуланӑ унӑн аллисене. — Ара, вӑл ҫӗрле вӗт. Чӳречене хупмасӑр хӑварса, Петр арӑмӗ ҫумӗнче нумайччен куҫӗсене уҫса выртрӗ, халӗ ҫеҫ пулса иртни ҫинчен шухӑшларӗ. Казаксем кӑмӑллӑн кулса ячӗҫ, анчах Давыдов, сӳсмене йӑпӑр-япӑр хывса илнӗ хушӑра, шӳтлесе ҫапла тавӑрчӗ: — Ҫук, шӑлсӑр юлни нумай пулать ӗнтӗ, ӳсӗрпе пулчӗ вӑл. — Тӑлӑх арӑм. Ыратнине туяссипе туяс марри — ҫыннӑн хӑйӗн ирӗкӗнчен килет; вӑл ыратнине туясшӑн мар, вӑл ӑна чарса лартӗ. Вуласа пӗтерсен, юлташлӑ пулас кӑмӑла кӑтартса парас шутпа, эпир пурте пӗрер черкке эрех ӗҫрӗмӗр те, пулштухра эрех кӑшт ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Хӑйне пӑхса пурӑнакан темле ватӑ хӗрарӑма эрех илме ярасшӑн пулса, Зухин: камӑн четвӗртак пур? тесе ыйтрӗ. Тӑн пӗтӗмпе тенӗ пекех каялла ҫаврӑнса килет ман пата. Хам чирлине, вырӑн ҫинче выртнине, халӗ ҫеҫ аташса илнине те лайӑх тавҫӑратӑп эпӗ, анчах мана ҫапах та тӗттӗм маччари ҫутӑ ҫаврашка пытӑнчӑк хаяр хӑрушлӑхпа хӑратать. Вӑл мана алран тытрӗ, эпир вара тепӗр енне, ачасем ярӑнакан площадка патнелле кайрӑмӑр. — Том Сойерӑн та унашкалах ӑнӑҫлӑ тухаймастчӗ пулӗ. — Ӑнланасса эсир лайӑх ӑнланатӑр, факт! Эсӗ тыткӑна лекнӗ ҫынна хӑй тусӗсенчен укҫа пухма хушатӑн, вӑл мӗн чухле пуҫтарма пултарать унта. Тусӗсем ҫулталӑк хушшинче тӳлевне татмасан, вара эсӗ ӑна вӗлеретӗн. Ямшӑк ӑна пӗр васкамасӑр илсе кайрӗ, каҫ пулсассӑн тин вӗсем хулана сӗтӗрӗнсе ҫитрӗҫ. Совет патшалӑхӗ вӑл — нумай нациллӗ патшалӑх. — Пикетла. Молукк утравӗсене ҫитесси питех инҫе мар, хальхи шутпа шутласа кайсан, 3 000 — 4 000 километрсем ҫеҫ, тесе шутланӑ вӑл. Чӑннипе вара хӑй 18 пин километра яхӑн ишсе тухнӑ! Тинӗсре вӗсене тӗлӗнмелле лайӑх ҫанталӑк кӗтсе илнӗ: пуҫ ҫинче яланах кӑн-кӑвак тӳпе тӑнӑ, хӗл каҫа шӑннӑ ҫынсене яра кун пӑхакан хӗвел ӑшӑтнӑ, уҫӑ ҫил вӗсен карапӗсене хӗвеланӑҫнелле шутарнӑ. Пӗр хушӑ унӑн тимлӗхӗ пӗтӗмпех йӗрсене тӗпчесе пӗлес ҫӗре кайрӗ. Ҫакна курсан Лось хӑрушӑ меслетпе усӑ курма шутларӗ: ку — аппарат карланкине пӑрни, ҫакӑ сирпӗнӳсен тӗнӗлне вӗҫев траекторийӗнчен тайӑлтарма кирлӗ. Анчах ҫил-тӑвӑл часах лӑпланать те Лагутина калани каллех илтӗнекен пулать: — Эпир районсенче пурӑнакан хамӑр юлташсенчен ҫырусем илетпӗр — вӗсем пирӗнпе пӗрле, ҫак пире хаваслантарать. — Асту, эпӗ систернине каласа ан пар! — терӗ Ерофей Кузьмич, Лукерья ҫине хӑвӑрт пӑхса илсе. Хамӑра хисеплеме пӑрахни пулӗччӗ. Каҫхине ҫил мӑрьере шӑхӑрма тытӑнчӗ, хӑвӑрт вӗҫекен юр пӗрчисене хӑваласа, йывӑҫсем хушшинче улама, хӑрушӑ шӑхӑрса вӑрмана лӑскама пуҫларӗ. Тата — никама та, пӗр сӑмах та! Стручков тухса кайнӑ-кайманах, Мересьев выртнӑ ҫывӑрмалли пӳлӗме шкул начальникӗн политика енӗпе ӗҫлекен заместителӗ подполковник Капустин, лутра та илемлех мар, хӑй ҫинче ҫыпӑҫусӑр ларакан ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, пысӑк куҫлӑхлӑ ҫын пырса кӗчӗ. Унӑн лашисем, суккӑр пек, хирӗҫ килекен урапасем, ҫынсем ҫине пырса тӑрӑнаҫҫӗ, хуҫи тавра вӑра хаяррӑн ятлаҫнисем текӗлтура пек явӑнаҫҫӗ, ҫилленсе кӑшкӑрнисем сывлӑша касса каяҫҫӗ. Пуҫӑмра: асӑрханса тарас, тенӗ шухӑш вӗлтлетрӗ, — ку суккӑр ача, хам шухӑшланӑ пек, ытла суккӑрах та мар пулӗ-ха, куҫа шур илнӗ пек тума май ҫук-ши, тесе, эпӗ юриех хама ӗнентересшӗн пултӑм, мӗне кирлӗ-ши тата куҫа шурӑ илтермешкӗн. Аким чӗнмест. — Аминь! — терӗҫ улттӑшӗ те. Вӑл сӗтел ҫине чӗлӗмне хучӗ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаларӗ, кӑмакара темӗн пӑтраткаларӗ, унтан вара тин ҫывӑрма выртрӗ, ҫапах та темӗнччен ӳсӗркелесе хӑшкӑлчӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ… Ун вырӑнне Джон Мангльс, ӑна лайӑхрах тӑвас тесе, хӑй мӗн тума пултарнине пурне те турӗ. Давыдов сӑрт тӳпинче чарӑнса тӑнине курсан, Варя та чарӑнчӗ, пуҫӗнчи явлӑкне хыпаланса салтса илчӗ те майӗпен сулкалама пуҫларӗ. Ан нӑйкӑшнӑ пултӑр! — Эсир хӑвӑр мӗн шухӑшлатӑр ҫавӑн пирки? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Рада. Гленарван, мӗн вӑй ҫитнӗ таран сыхлам тесе, Роберта ыталаса илчӗ. Спектакль пӗтнӗ ҫӗре пурте лайӑх хӗрсе ҫитрӗҫ. Эпӗ унтан аяккинелле ыткӑнтӑм, самолет ҫуначӗпе кӑшт ҫеҫ ҫӗре пырса ҫапӑнаттӑм. Ходоровпа никам та ӗҫлемен, халь те ӗҫлемеҫҫӗ… Арбатовӑна ҫывхарнӑ май вӑл хресченсен таса та тирпейле килӗсем ҫине тата улпутӑн Англири замоксем евӗрлӗ тутарнӑ чул ҫурчӗ ҫине пӑхса, савӑнса пычӗ. Ҫапла! Вӗсем Робертс ҫыннисем пулнӑ, пӗтрӗҫ вара вӗсем, мӗншӗн тесен хӑйсен карапӗсен ячӗсене улӑштаратчӗҫ. Унӑн пуҫӗнче чӑнах та Морис-мустангер пулнӑ; вӑл хӑй хыҫҫӑн лассопа кӑкарса пӑч-пӑч чӑпар муҫтанга ертсе пынӑ. Николай Антоныч мана курсан мӗн шухӑшланине пӗлейместӗп, анчах та алӑк патӗнче манпа тӗл пулсан, вӑл шартах сикрӗ, кӑштах калле чакрӗ. Тӳррипех манӑн сире ҫакна калас килет: вӗсем ҫине пӑхнӑ май чун савӑнать — вӗсем хӑйсене кӑмӑллӑ та типтерлӗ тыткалаҫҫӗ. Эпӗ тупатӑп ӑна, е пуҫӑма пӗтереп! Ляхӑн ун пуҫӗ ӗҫлемест, вӑл хӑйне ылханса вӑрҫнине тӳсме пултараймасть, вара, тен, паянах пурте хула хапхи тулашне тухӗҫ. — Кирлӗ мара! — йӗкӗлтерӗ старик. Ҫавӑнтах хӑшӗсем: Павела часах кӑларса яраҫҫӗ, тесе лӑплантарчӗҫ, теприсем унӑн хурлӑхпа тулнӑ чӗрине хӗрхенсе каланӑ сӑмахӗсемпе хускатрӗҫ, виҫҫӗмӗшсем директора, жандармсене хаяррӑн вӑрҫрӗҫ, вӑл сӑмахсене итлесе, амӑшӗн чӗринче те ҫавӑн пек туйӑмах ҫӗкленчӗ. Ир тӑнӑ чӗкеҫсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн хӑваласа ухӑ йӗппи пек вӗҫсе иртеҫҫӗ, куҫа палӑрми сывлӑш хумӗпе вӗсем темле те пӑркаланса выляҫҫӗ. Пӑрахут ҫинче вӗсене никам та палламасть, хӑйсем те никама палламаҫҫӗ. Пурте пӗр шухӑшлӑн пурӑннипе кулленхи пурнӑҫра вак япаласенче те пурнӑҫ вӗресе тӑни курӑнатчӗ те. Эпӗ ун ҫине хытӑ тарӑхнӑ ҫын, ҫавӑнпа та вӑкӑрӑмсене тата инвентаре кӳршӗри улттӑмӗш номерлӗ коммунӑна кайса патӑм (вӑл коммуна халичченех пурӑнать-ха), хамӑн вара, арӑмпа иксӗмӗрӗн, нимӗн те ҫук. Разметновӑн унашкал тӗслӗх пама май килмен: хӑй урҫа ҫын, унӑн пӗртен-пӗр ватӑ амӑшӗ кӑна. Хӑй умӗнче малта вӑл туртасене курнӑ, вӗсем ӑна пӗрмаях улталанӑ, такӑрланса ларнӑ ҫул пек туйӑннӑ; тата хӑрах еннелле вӗҫсе пыракан тӗвӗлесе янӑ хӳре, тапранса пыракан лаша купарчи курӑннӑ, унтан малта ҫӳллӗ пӗкӗ тата силленсе пыракан лаша пуҫӗпе вӗҫсе пыракан ҫилхеллӗ мӑйӗ курӑннӑ. Йӗкӗт малтанлӑха ним тума аптранипе куҫне хупрӗ, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса ярса: ах, чудак! — тесе кӑшкӑрчӗ, унтан вӑл, ура ҫине тӑмасӑрах, хӑйӗн кутамккине тусан тӑрӑх сӗтӗрсе тата ҫава тӑпсине чулсем ҫийӗпе шӑкӑлтаттаркаласа, хӑйӗн тумбочки патӗнчен Челкаш патне упаленсе куҫса ларчӗ. Тепӗр ҫултан Хӗвелтен аякра та мар Церера пек иккӗмӗш планета курӑнса кайнӑ. — Суранланнӑ вӑл, ӑна халех пулӑшу памалла. Ман пата сӗтел урлӑ пӗшкӗнсе, вӑл хаяррӑн пӑшӑлтатса ыйтать: — Ӑнлантӑн-и? Вӑл Берсенев ҫинчен тата хӑй унпа калаҫни ҫинчен нумай шухӑшларӗ. Тата алласа та хуманччӗ-ха эпир ӑна… — сӳрӗккӗн турткаланма пӑхрӗ Аким. Ытти тӗлӗшрен те пӗр пекех, Таля пит лайӑх хӗр… — Малалла тата епле сӑмахсем, еплерех запятойсем!.. Михайла мучи, пирӗн пата вырнаҫтарас ӑна, пирен ӗне те, сӗт те пур! Вӑхӑт ҫитӗ-ха, тен, часах ҫитӗ ҫав вӑхӑт, эпӗ ӑна шанатӑп, обществӑри лӑпкӑлӑха, тирпейлӗхе ҫавӑн пек пӑснинчен ҫынсем тӗлӗнме те пуҫлӗҫ, вара: «Мӗнле пулма пултарнӑ-ши ҫавӑн пек общество», — тесе калӗҫ. Отец Алексей санпа питӗ паллашасшӑн. Австралине ҫитиччен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пыракан яхтӑн ҫулӗ ҫинче ҫак юлашки ҫӗр татӑкӗ пулчӗ. Халь ӗнтӗ ниҫта та чарӑнса тӑмасӑр виҫӗ пин миль каймалла пулать. Григорий кулӑшла пулни Хуммашӑн лайӑх мар пек туйӑннӑ курӑнать. Шуйттан пукани! Лаггнегг утравӗ Японирен ҫӗр лига яхӑн инҫетре, унтан кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче ларать. Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне вӑл хӑйӗн ухмах пек, шухӑша кайнӑ пек сӑн-пичӗпе анне ҫине пӑхатчӗ. — Чӑн самах пӑсса калатӑп, мисс Луи, сирӗн ҫавӑн ҫинчен хӑвӑртан ыйтма кирлӗ. — Документсем ҫинче мӗн ҫинчен ҫырнине эсир лайӑх астӑватӑр-и? — тесе ыйтрӗ Паганель Грант капитанран. Кивӗ йӗс пакур халӗ ман пӳлӗмре, пысӑк карттӑпа юнашар ҫакӑнса тӑрать. Ҫав перевал витӗр Оклендран Гоукса бухтинелле пӗр ҫул тухать. — Кала-ха, атте унӑн ӗҫӗсене мӗнле условисемпе ертсе пырать, пӗлетӗн-и? Половцева, Никольские, Казанцева, Сталинград облаҫӗнчи Савватеев подполковникпа унӑн икӗ тусне, кусемсӗр пуҫне, Мускавра ют хушаматпа пурӑннӑ шурӑ гварди офицерӗсемпе генералӗсене тӑхӑр ҫынна персе вӗлермелле тунӑ. Эсир пирӗн ырӑ улӑп вӗт. — Пӗр сӑмах та-и? Эпӗ вӗсемпе пӗрле тӗксӗм ҫӑлтӑрсемпе тулнӑ тӗттӗм пӗлӗт айӗнче, хӑвалӑх тӗмӗсем ӳссе ларнӑ пӑчӑ лапамра, икӗ-виҫӗ каҫ пурӑнса ирттертӗм. Анчах пысӑк та йывӑр кустӑрма ӗнтӗ чӗриклетсе илчӗ, ҫаврӑнма пуҫларӗ, пралуксем чӗтренсе, туртӑна-туртӑна илчӗҫ: «Три-стоп», «три-стоп», чарӑн! — Эпӗ нихҫан та типӗ ҫӗрте ҫавраҫил хӑрушӑ пулма пултарнине илтмен, — терӗ Кольхаун. Йӑмӑкӑмҫӑм, юратнӑскерӗм, килсем ман пата! — Юлашки хут тӑрӑшса пӑхар. Ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ Зеб Стумпран пӗр вунӑ минутлӑха та пулин хӑтӑлмалла пулсан, пуҫсӑр юланутпа хӑйӗн пӗччен юлмалла пулсан, пӑл уншӑн хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне тата малалла хӑй мӗн ӗмӗтленнине те, ҫав шутра Луиза Пойндекстере те, панӑ пулӗччӗ. Яра куна ҫаплипех ирттерчӗ вӑл. Каҫ та пулчӗ… Майорпа Гленарван Сноуи хӗррисене ҫӳлелле те, аялалла та кайса пилӗк миль таранччен пӑхса ҫӳрерӗҫ, — анчах каҫма мая килекен вырӑнсем ниҫта та куҫа курӑнмарӗҫ. Аркадий нимӗн те тавӑрмарӗ, пӑрӑнса кӑна ларчӗ, Катя корзинкӑран тата темиҫе тӗпренчӗк шыраса тупрӗ те, ҫерҫисене пӑрахса пама пуҫларӗ; анчах аллине вӑл ытлашши хытӑ сулчӗ, ҫавӑнпа вӗсем сӑхма ӗлкӗреймесӗрех вӗҫсе кайрӗҫ. Кӳр-ха, пӗр черкке тултарса парам эпӗ сана: тутлӑ эрех — йӳҫӗк мар. Ункӑ хатӗр пулнӑ; смоковница йывӑҫӗн турачӗ урлӑ персе, каҫарса янӑ кантран тепӗр вӗҫӗ ӗнтӗ хӑйсен ирӗкӗпе тупӑннӑ палачсен аллинче пулнӑ. — Ларжан, — терӗ вӑл улпутне хорунжи килнин сӑлтавӗ ҫинчен систерсе. Горева кунта та Вена хулишӗн характерлӑ енӗсенех курчӗ. Эп сивӗрех пултӑм, вашаватлӑ та ҫӗлен пек чее пултӑм. Тӳлесе татӑлнӑ чух Полозов укҫине шеллемерӗ — кӗрсе ларма ӑна яланах пулӑшма хатӗр привратник пулӑшрӗ — вӑл ӑна хыҫалтан ҫӑмӑллӑн тытса тӑчӗ. Анчах та Пугачева тытайман-ха. — Анчах, Иннокентий Павлович! — Иккӗленмелли ҫук, — терӗ Пойндекстер, тытнӑ мустанга йӗри-тавра пӑхса илсессӗн, — ку мана Зеб Стумп каласа панӑ лашах. Астумастӑп, мӗншӗн ҫав Персине тарасшӑн пулнине, Чулхула ярмӑркинчи купецсем — Персия ҫыннисем хама пит кӑмӑла кайнӑран ҫеҫ пулӗ, тен: чаратчӗҫ вара ҫавнашкал чул кӗлеткесем, сӑрланӑ сухалӗсене хӗвел ҫинелле тытса, канлӗн кальян туртса ларатчӗҫ, куҫӗсем хӑйсен пысӑк, хура, пурне те пӗлсе тӑракан куҫсемччӗ. Вӗсен поэтсемпе халлапҫӑсем пур, — вӗсене никам та юратмасть, вӗсем ял кулли пулса, пулӑшусӑр пурӑнаҫҫӗ, вӗсенчен йӗрӗнеҫҫӗ, вӗсене кураймаҫҫӗ. — Джемма фрейлен ҫакна пӗлнӗ-и вара… — терӗ вӑл нимӗҫле ҫилленерех, хӑй хыҫӗнченех пыракан Эмильпе Панталеоне еннелле ҫаврӑнса. Фома кун пирки нимӗн те каламан. Иккӗшӗ те шартах сикрӗҫ, сӑнран улшӑнчӗҫ, малтан вӗсем ҫакна илтессе кӗтмен пек тытрӗҫ хӑйсене, кайран шӑпах ҫакна ҫеҫ кӗтнӗ тейӗн. Карчӑк, питне пӗркелентерсе те кӑмакаран перекен вӗрирен аллипе хӳтӗленсе, тимлӗн те ҫиллессӗн пӑхса тӑчӗ ман ҫине пӗр хушӑ. — Сывлӑх сунатӑп, асанне! — терӗм эпӗ хаваслӑ сасӑпа хыттӑн. Этем те ҫавах: тӗлӗнтермӗшӗ пулмасан вӑл яп-яка та мӗскӗн, ҫак пушӑ аври евӗр. — Эпӗ апла тӑвасшӑн марччӗ, — вӑйсӑр сасӑпа пӑшӑлтатса илчӗ Лозневой. Берсенев майсӑррӑн, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе мӑйне тӑсса утать; апла пулсан та, вӑл Шубинран ытларах йӗркеллӗ ҫын пек туйӑнать; пирӗннисем джентльмен сӑмаха йӗркерен кӑларман пулсан, эпир ӑна джентльмен, тенӗ пулӑттӑмӑр. «Ҫавӑн пек ҫав» терӗ татах городничий: «1801 ҫулхине эпӗ 42-ш егерски полкӑн4-ш ротинче поручикре тӑтӑм. Ку хӑй те хавас мар пулас, пӑх-ха, вал куракансене те асӑрхамасть. Лена лӑпланса сӑмсипе нӑшлаттарма тытӑнсанах, карчӑк тӑчӗ. Вӑл йывӑррӑн ҫӗкленчӗ; темӗн пӑшӑлтатса, хӑратнӑ шӑши пек темӗнпе чӑштӑртатса илчӗ те мӑнукне лайӑхрах витрӗ, клеенкӑран ҫӗленӗ сумкӑпа икӗ кӗленче банка илсе тула тухрӗ, тулта вара, пӗр кӗтмен ҫӗртенех, хыттӑн анасласа ячӗ. Ун сассипе, самантлӑха, Ленӑпа Танечка та вӑранчӗҫ, малалла мӗн пулассине кӗтсе, итлесе выртрӗҫ. Ӑна та шыраса тупаймаҫҫӗ вӗт-ха. Сывпуллашма тытӑнчӗҫ. Малтанхи вӑхӑтра Авдотья Васильевна, хӑй амаҫури пулнине палӑртса, ачасем тата килйышри ҫынсем амаҫури ҫине яланах япӑх та тӗрӗҫ мар пӑхни, ҫавна пула ӑна мӗн тери йывӑр пулни ҫинчен систерсе калама юрататчӗ. Куна та сирӗн ҫинченех каланӑ. — Мӗн? Ҫывӑраймасть ҫав вӑл, мӗншӗн тесен унӑн ӑшӗнче кӑмӑлпах колхоза кайса панӑ пурлӑхне, хӑй кӳлсе ӗҫлесе пурӑннӑ выльӑхне шеллес туйӑм — хура ҫӗлен юлнӑ-ҫке-ха… Курӑп-ха эпӗ ҫав тӑлӑх арӑм манӑн ывӑла мӗнле туртса илме пултарнине тесе кӑшкӑрашать, куҫран вӗҫертместӗп ӑна тет. Эпӗ пӗр пӗччен пултӑм. Ҫавӑ хӑрушӑччӗ. Урӑх тӳссе тӑма пултараймарӑм. Тата телейсӗр шӑллӑм ҫинчен шухӑшланисем… Эй, турӑҫӑм! Унччен амӑшӗ хохола — Андрей Онисимович текенччӗ, анчах паян, хӑй сисмесӗрех:— Сирӗн, Андрюша, аттуна юсаттарас пулать, — капла эсир уруна шӑнтса пӑсма пултаратӑр! — терӗ. — Вӑл пире усӑллӑ пулма пултарать. Тепӗр енчен, эмигрантсене Европа халӑхӗн лӗкки тесе шутлама пулсан, кунти шӑтӑк-шӑхӑрсенче пурӑнакансене эмиграци лӗкки теме пулать. Ӑшӑх вырӑнта уткаласа ҫӳренӗ чух эпӗ тинӗсре ҫыран хӗрринчен пӗр ҫур лига шаларахра ӳпӗнтернӗ кимӗ евӗрлӗ темле япала куртӑм. — Ҫылӑхӗсене тата? Мана та ҫавӑрса илме пуҫларӗ пулать… — шухӑшласа илчӗ Давыдов. Ҫутӑлма инҫе-ха, тин ҫеҫ кӑвак ҫутӑ палӑра пуҫларӗ. Хӑйне вӑхӑтра лӑплантарман пулсан хӑйпе мӗн пулса иртме пултарасси ҫинчен шутланипех Давыдов чӗтресе илчӗ, ун ҫурӑмӗ тӑрӑх темле ҫӳҫентерекен япала чупса иртнӗн туйӑнчӗ. Эпӗ унӑн сӑмахӗсемпе килӗшрӗм, эпир ҫывӑрма выртрӑмӑр. — Сирӗн урӑх нимӗн те каламалли ҫук-и? — тенӗ матчӑн антрепренерӗ тарӑхса. — Вунтӑваттӑ. Тавтапуҫах. — Халь пирӗн мӗн тумалла? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл чи аван мастер, иконӑсене византийски, фряжски манерӑпа тата «живопиҫле» итальянецсен манерипе ҫырма пултарать. — Чан сасси илтӗнмест. Хамӑр телее акӑ пӗр пысӑк самолет тупӑнчӗ те. Мӗн кирлине пурне те тиерӗмӗр ӗнтӗ, вӗҫсе те кайрӑмӑр. — Халь пуҫтарӑнас пулать. Вӑл турра нумай кӗлтунӑ, час-часах чӗмсӗр ҫӳренӗ, ҫынсене унчченхи пек тиркесе калаҫман; ун кӑмӑлӗ нӳмай ҫемҫелнӗ. — Кунта ҫынсем юрлаҫҫӗ… музыка. — Тӑван ҫӗршыв тӑшманӗсемпе ҫапӑҫнӑ чух — яланах ҫавӑн пек, — терӗ Симурден. Сакнуссемӑн сочиненийӗсене пӗтерме тапӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн чаплӑ ҫӗнӗ шухӑшӗсене мӗншӗн пытарса усрани те, хӑй тупнӑ япаласем ҫинчен вӑрттӑн шифрпа ҫырса пытарса усрамалла пулнине те лайӑх ӑнланса илетӗп ӗнтӗ эпӗ халӗ… — терӗ. Жухрайӑн хӑйне хӑй сиввӗн те лӑпкӑн тытакан тимӗр кӗлетки, унӑн хӑйне хирӗҫ сӑмах калама паман сасси — ҫынсене хӑйсен наганӗсене ҫийӗнчех кобурӗсене каялла чиктерет. Юлашки вӑхӑтра Исидора хӑй куккӑшӗ патне час-часах киле пуҫланӑ. Вара Киш хӑйӗн пӳртне кӗнӗ те ӑшӗ каниччен ҫинӗ, кайран пӗр ҫирӗм сехет хушши пӗр вӑранмасӑр ҫывӑрнӑ. Ахалех вилет пулсан, мӗншӗн ӑна вӗлерес? Вӗлерни вӑл — ухмахла хӑтланни тата ҫылӑха кӗни кӑна. — Шанса тӑратӑр-и эсир хӑвӑрӑн помощникна? Анчах ку ачана телейсӗр ҫын пулма пӳрнӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Вӑл ҫакӑн пек пӗчӗкҫӗ халлӗнех юлни уншӑн калама ҫук лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ. Лозневой хута алла илчӗ. Сухалне хуллен хыҫкаласа, Илья ӑна хирӗҫ:— Ҫук, эпӗ хытӑ ҫывӑратӑп, тӗлӗксем курмастӑп, — терӗ. Пӗри вӗсенчен, чи хӑватли, ӗмӗтсӗр пулнӑ; Игнат, унӑн хистевне парӑннӑ чух, нимӗн чарайми ҫуйкӑнлӑхпа ҫунса ӗҫлекен этеме тухнӑ. Вӑл манран халь сывлӑхлӑрах та, вӑйлӑрах та. Эсӗ, чӑнах та, ҫав ҫын вӑлах пулнӑ, тесе шухӑшланӑ. Ҫакӑнпа сӑмах пӗтрӗ. Икӗ ҫамрӑк та каҫхи апат хыҫҫӑнах тухса кайрӗҫ. Княгиня кӗчӗ те тухтӑра шӑл ыратни ҫинчен калама тытӑнчӗ. Гамбург хули ҫумӗ пулса тӑракан Альтонран чугун ҫул Киль хулине пырать, кунта эпир Бельт шывӗ хӗрринче пулатпӑр. Эпӗ сире кунта кӗтсе тӑтӑм… Хӑрушӑ япала тиенӗ леш хура лав, вӗсем вӑрттӑн сыхласа тӑнӑскер, урӑх ҫулпа иртсе, шӑпах Мишель Флешар тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра курнӑ яла ҫитсе кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтра леш виле пытаракансем пире хӑваласа ҫитрӗҫ. «Воеводӑн хитре хӗр пур, святой турӑ! Тыткӑнрисене ҫаплах хытӑ хураллаҫҫӗ. Пытарма кайнӑ туземецсене вӗсем курми пуличченех пӑхса юлчӗҫ. Юрӑ сассисемпе кӑшкӑрнисем инҫетре илтӗнекен пулчӗҫ. Тархасшӑн, ара хӑвӑн шухӑшна окружкома ҫырса пар, капла халь епле вара, сасӑласа ирттертӗмӗр пулать те, эсӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн чышкусемпе хӑмсарма тытӑнатӑн-и, — лӑплантарма тӑрӑшрӗ райисполком председателӗ милици начальникне. Ҫӗннине тума тытӑниччен киввине аркатса тӑкма кирлине Симурден ӑнланса ҫитнӗ. Ку вӗт ман господасен йӑхран йӑха куҫса пыракан замокӗ! — Эпӗ вӑрманта пурӑнатӑп-и мӗн? Обоз хускалчӗ. Ҫапла вара, Дик Сэнд Анголӑн ҫурҫӗр енче пӑрахут-кимӗ ҫӳрекен шыва шырани тӗрӗсех пулнӑ. Анчах вӑл Дон ятлӑ мар, Пат ятлӑччӗ. Василий Иванович ӑсран тухнӑ ҫын пек ҫӳрет, пӗрре пӗр эмел, тепре тепӗр эмел пама сӗнет, ҫаплах ывӑлӗн урисене витет. Малтан бульвар тӑрӑх ту ҫинелле чылайччен хӑпармалла пулчӗ, кайран пасар площачӗпе иртме тиврӗ; кунта Иван Иваныч городовойран Анатри Кӗҫӗн урам ӑҫтине ыйтса пӗлчӗ. Хӑвӑр кайса пӑхӑр. — Ай, ӑна, ватӑ шуйттана, — хашкаса, Воропаев Огарнова аллине чӑмӑртарӗ. Андрей Разметнова действительнӑй ҫар службине 1913 ҫулта ӑсатнӑ. Ерофей Кузьмич тӑчӗ те Костьӑна арча ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ, — унта чӗркуҫҫийӗсене сапланӑ кивӗ шалаварпа тӗсӗ кайса пӗтнӗ кӑвак кӗпе, обмотка тата салтак ботинки те пур-мӗн. Анчах мӗнле ӗҫлӗр-ха эсир? Кӑнтӑрла иртсен ҫарти полевой суд пулчӗ. Ыттисем пурте килелле… Пӗтӗмпе пӗрле шутласан, проповедник ӗҫӗпе халиччен те ҫакӑн чухлӗ укҫа тӑвайманччӗ тет король. Ун телейне, унта никам та ҫук: ачасем анчах урай шӑлаҫҫӗ тата тенкелсене вырнаҫтарса лартаҫҫӗ; темле ыйхӑллӑ ҫынсем подноссемпе вӗри кукӑльсем йӑтса тухаҫҫӗ; сӗтелсемпе тенкелсем ҫинче кофепе йӗпеннӗ ӗнерхи хаҫатсем выртаҫҫӗ. «Эпӗ Франкфурта каятӑп», — сасӑ патӑм эпӗ. О, пӳлӗхҫӗм! мана, ҫылӑхлӑскере, ҫырлах! Сӑмахӗсене татса, ҫирӗплетсе каласа, Ананий старик шӗвӗр пӳрнипе сӗтеле тӑватӑ хутчен ҫапса илнӗ. Пӗр-пӗр кимӗ айне кӗрсе выртатӑн та ҫӗр каҫатӑп». Ҫиленсе кайсан вара, — аслати кӗрлесе кайнӑ пекех туйӑнатчӗ. Фомапа пӗрле вӑл тахҫанах ҫӗрлеччен клубсем, гостиницӑсем, трактирсем тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ, пур ҫӗрте те, хӑй калашле — общество намӑсне тасатнӑ ҫӗрте щетка вырӑнне ӗҫлекен ҫырусем валли материал ӑснӑ. Пӗтӗм ӗҫе Жухрай ертсе пырать. — Мӗн «юрать те пулӗ»? Кунашкал сӑн-пит славян хӗрарӑмӗсен кӑна пулма пултарать. Цанко вӗсене пӗтӗм картиш тӑрӑх ертсе ҫӳрерӗ, чӑланне пӑхма чи кая хӑварчӗ. Кирила Петрович кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, хӗрне шеллерӗ, анчах та хӑй кӑмӑлне вӑл пытарчӗ, хӗрне аяккалла тӗртсе, сиввӗн ҫапла каларӗ. Ҫынсем, хӗрхенӗр мана! Ҫав минутра вӑл чӑнах та хӑй ӑсӗнче марччӗ. — Тен, сире халӑхпа пымасан та юрӗ? Чӑннипех ухмаха тухаттӑм, ун патӗнче ҫывӑхарах пурӑнас тесе, кӑшт ҫеҫ Демидовӑна тарҫа кайса кӗмерӗм. Ҫакӑнта ӗнтӗ пӗр план пурри, наступлени тӑвакан пур тӗрлӗ ҫарсем пӗр-пӗрине кирлӗ пек пулӑшса пыни курӑнчӗ. Ун пуҫне иккӗленес шухӑш та пырса кӗнӗ. Эх, нихҫан та! Ав, епле! — Паян манӑн Короленко дивизийӗнче пулас килет. — Э сеси у аште? — ыйтать офицер, йывӑҫран тунӑ сарӑ сигарочница ҫинелле кӑтартса, французӗ ун ӑшӗнчен пирус кӑларса туртать. Чей вӗретнӗ е апат пӗҫернӗ чух эпир шӳт тума юратмастпӑр. Ҫак каҫхинехи событисем ҫапла вӗҫленчӗҫ. Чӑн та. Ҫурхи ҫил, хавха тата ҫӗнӗрен чӗрӗлӳ. — Илтетӗп. Вӑл хӑйӗн киревсӗр шухӑшне пурнӑҫламасӑр, вилӗм шӑтӑкне чулпа витнӗ пек, республикӑна — монархипе, Францие Англипе витсе хумасӑр лӑпланас ҫук. Тӗлӗнсе кайӑн, суд членӗсем ытларахӑшӗ айӑплакан сӑмахӗпе килӗшеҫҫӗ. Лайӑхрах курам-ха эпӗ сире», вӗсене ҫавӑркаласа пӑхса калаҫать вӑл татах: «пит вӑрӑм-ҫке сирӗн ҫинчи свиткӑсем эккей епле свиткӑсем! кун пек свиткӑсем ҫӗр ҫинче те пулман. Куна хирӗҫ мӗн тавӑрса каламалли маншӑн паллӑччӗ ӗнтӗ:— Ҫук, эпӗ нимӗн те илтмерӗм, никам та нимӗн те каламарӗ, — терӗм. Вӗсене 1877 ҫулта тупнӑ та Фобоспа Деймос тесе ят панӑ. Чӑвашла ку сӑмахсем «хӑрушлӑхпа» «сехре хӑпни» тенине пӗлтереҫҫӗ — вӑрҫӑ туррин спутникӗсемшӗн чи юрӑхлӑ ятсем ӗнтӗ! Мӗнпур вӑйпа вӗҫтерсе пыраҫҫӗ Тупата, кӑвак мустанг туррине хӑваласа ҫитме пултарать. Аэлита чӗр куҫҫи ҫинчен сӑмса тутри ҫӗклерӗ те унпа питне шӑлчӗ. Нимле пултарулӑх та, нимле талант та паман-и? Ун чухне вӑл пир-авӑр тӗртекен ҫамрӑк рабочисемпе хӗрсем пирки сахал мар тытӑҫса ӳкнӗ, унпа хирӗҫнисенчен хӑш-пӗрисем хӑйсене кӳрентернисене паян кунччен те манман пулас-ха. Ледков кӑтартрӗ. Ҫухи унӑн пакша тирӗнчен. Вӑл карлӑк урлӑ уртӑнса аялалла пӑхса тӑрать. Малтанах маншӑн вӑл аялалла сикме хатӗрленнӗ пек туйӑнса кайрӗ. Тӳшек ҫитти татӑкӗ унӑн аллинчен тухса ӳкрӗ, вӑл вилнӗ ҫын пек пулса, сывлӑш ҫавӑрмасӑр итлесе тӑчӗ. — А, капитан ӑҫта? — пакӑлтатать вӑл. Тен, ман ӗнтӗ ҫӗр ҫинче пурӑнасси нумаях та юлман пулӗ… — Павел Яковлевич, эсир ун ҫинчен ҫакнашкал калаҫакан марччӗ-ҫке-ха, — астутарчӗ ӑна Елена. Кӑшт-каштах вырнаҫкаларӑр-и? Пӗтӗм ҫӑлтӑр сӳнсе пӗтнӗ ӗнтӗ, ирхи ҫӑлтӑр ҫаплах йӑлкӑшать-ха. Синьора Грассини Джеммӑна ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ. — Ытарма ҫук илемлӗ эсир паян! — терӗ вӑл хыттӑн пӑшӑлтатса тата унӑн шурӑ кашемир кӗпине сивӗ куҫпа пӑхса илсе. Лосьпа Аэлита — тарӑн ыйхӑра. Тӳпери пур япаласем те ҫутҫанталӑкӑн пушӑ уҫлӑхӗнче Ҫӗр тавра ҫаврӑнаҫҫӗ, тесе вӗрентнӗ вӑл. Стёпушка е хӳме айӗнче йӳҫ кӑшман кышласа, е кишӗр ӗмсе ларать, е вараланса пӗтнӗ купӑста кучанне турать, е шыв витрине таҫта мӗкӗрленсе ҫӗклесе каять, е чӳлмек айне кӑвайт хурать те хӗвӗнчен темӗнле хура япаласем кӑларса вӗсене чӳлмеке пӑрахать, е хӑйӗн кӗтесӗнче йывӑҫ татӑкӗпе шаккать; пӑта ҫапса кӗртет, ҫӑкӑр валли ҫӳлӗкҫи тӑвать. Ун патне дивизирен, тылран ҫырнӑ, хӑйпе пӗрле служить тунисем, командирсемпе политработниксем ҫырнӑ, салтаксем ҫырнӑ, пурнӑҫра кирлӗ канаш е ӗҫре пулӑшу ыйтса — вӑрҫӑра вилнӗ юлташӗсен арӑмӗсем ҫырнӑ, Казахстанран пӗр пионерка, вилнӗ полк командирӗн хӗрӗ ҫырнӑ, анчах Комиссар ҫав хӗр ачан ятне ниепле те астуса юлайман. — Мана хӗнеме ирӗк ҫук санӑн, ирсӗр йытӑ! Санин вӑл килнӗшӗн хавасланчӗ. Укҫа Зурин патне леҫӗнчӗ. Макартан, унӑн сӑмсинчен ӗнтӗ, пӗтӗм правление така ҫӑвӗн шӑрши сарӑлчӗ. Халӗ хурӑн типсе ларнӑ, вӗрипе ӗннӗ турат ҫинче пилӗк вӗрен татӑкӗ сулкаланнӑ. — Ну, юрӗ, — тет Мери мисс, — халӗ эпӗ ирхи апат кайса ҫием, унтан тӳрех — Лотроп мистер патне. — Индири вице-король лорд Сомерсет патне кӗмелли ҫырусем те пур ман, тата Географиллӗ обществӑран парса янӑ ӗҫсем те пур, вӗсене мӗнле пулсан та пурӑнӑҫа кӗртес пулать. «Ҫӗнеҫҫех. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе йӑрст тӑсӑлса тӑчӗ, хӑй аяккалла пӑхрӗ, сасси унӑн тикӗс мар янӑрарӗ. Пахчаҫӑпа калаҫнине аса илчӗ те вӑл, хавхалансах кайрӗ. Джордано Брунона та ҫавӑн пекех пӗр айӑпсӑр асаплантарса вӗлерме хатӗрленнӗ. Джордано Бруно Италири Венеци хулине ҫитнӗ те Моченигона вӗрентме тытӑннӑ. Сан-Паулу-ди-Луандӑпа Бенгелӑри Португали влаҫӗ ним те тӑвайман, мӗншӗн тесен чура караванӗсене материкӑн шалти облаҫӗсем урлӑ яра пуҫланӑ. Хӑй хальччен курса ирттернипе халь мӗн курма пурнине танлаштарсан, унччен курни ним те мар: картиш варринче пӗр пысӑк хура купа выртать. Эпӗ ӑна пӗр сӑмах та хушмарӑм, пуҫа ҫеҫ кӑшт тайса илтӗм. — Чечексене шӑварас пулать-ҫке! — терӗ амӑшӗ, чӳречесем ҫинче ларакан чечек чӳлмекӗсенчи тӑпрана хыпашласа. — Каллех ашкӑнас тетӗн-им? — Паллах ӗнтӗ. Михӗсене курсан — Коржӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсех кайрӗ: «Ҫавӑн пек ҫав вӑл Петруҫ, мӗн каламалли! ара, эпӗ юратман-и ӑна? тӑван ывӑл пек пулман-им вӑл маншӑн?» пуҫларӗ вара ватсупнӑ нихҫан пулманни ҫинчен супӗлтетме, Петруҫӑн куҫҫулӗ юхсах анчӗ. Ҫак самантра ӗнтӗ Пидорка Петруҫа иртсе ҫӳрекен цыгансем Иваҫа вӑрласа кайни ҫинчен макӑра-макӑра каласа пачӗ; анчах Петро ӑна астуса илме те пултараймарӗ: леш хайхи ылханлӑ шуйттанӗ ӑна ҫав териех арпаштарса янӑ-мӗн! Тӳпӗре ӑмӑрт кайӑк вӗҫет. Апат-ҫимӗҫрен мӗн йӑтма ҫӑмӑлрах, ҫавна ҫыхӑпӑр та, кашни хӑй пайне йӑтӗ. Вӑл лампӑна вӗрсе сӳнтерчӗ. Гленарван тӗлӗнсе каймалла эпидеми ҫак выльӑхсене хӑтарӗ тесе шутлать. Ку вӑл хӑюллӑ кӑна мар, питех те хастар ҫын сӑн-сӑпачӗ. Ыйхӑран вӑл хытӑ шавласа калаҫнине илтсе вӑранчӗ. Ун умӗнче уҫӑ, ҫирӗп сӑн-питлӗ хӗр кӗлетки тӑчӗ. Шыраҫҫӗ пуль ӗнтӗ мана, — терӗ. Володя тӑруках хӑюллӑланса, паттӑрланса ҫитрӗ. Салтаксем хӑйсене хӑйсем лӑпкӑн тыткалани мар ӑна хӑват кӗртрӗ, хӑравҫӑ юнкер пек мӗскӗннӗн, айваннӑн курӑнас марччӗ тени ӑна хӑват кӳртрӗ. Фома ҫӳҫенсе илнӗ, пуҫне ҫӗклесен, ашшӗн ухмаха ернӗ пек хӑраса алчӑранӑ куҫӗсемпе тӗл пулнӑ. 1955 ҫулта Мускавра СССР-ти наукӑсен Академийӗнчи Астрономи советӗнче планетӑсем хушшинче вӗҫес енӗпе яланхи комисси тунӑ. — Юрать! Тухтӑр пуҫне ҫӗҫӗпе касса ҫура-ҫура ватнӑччӗ тухтӑр чи малтан хӑй перӗннӗ пулнӑ, вӑл ӗнтӗ тӑшманшӑн трофей пулма пултараймарӗ. Ӑна вӑл хӑй патне чӗнтерет, тӗттӗм коридорсемпе илсе каять. Сасартӑк пӗр енчи алӑк яриех уҫӑлать. Икӗ тарҫӑ француз ҫав алӑкран тӗртсе кӗртсе яраҫҫӗ, алӑкне ҫӑрапах питӗрсе илеҫҫӗ. Иккӗмӗш эшелона, тен, театрта лартакан спектаклӗн «сцена хыҫӗнчи пурнӑҫӗ» теме юрать пулӗ. Ҫак айван карчӑк нихӑҫан та ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх хут укҫана аллӑ тенкӗлӗххинчен уйӑрса илме пӗлеймен; вӑл ялта кашни хресченпех куммаллӑ пулнӑ, ҫавӑнпа лешсем унтан нимӗн чухлӗ те хӑраман; хресченсем суйласа лартнӑ ҫӗнӗ староста, вӗсемпе пӗрле тӗрлӗ ултавлӑ ӗҫсем туса, хресченсене ҫав тери пӑсса пӑрахнӑ; вара Иван Петровичӑн барщина вырӑнне оброк ҫеҫ хӑвармалла пулчӗ, анчах кунта та хресченсем, ун ҫемҫелӗхне кура, пирвайхи ҫулӗнче ҫӑмӑллӑх ыйтса илчӗҫ, ытти ҫулӗсенче оброкӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне мӑйӑрпа, кӗтмелпе тата ытти ҫавӑн пек япалапа тӳлекелесе тӑчӗҫ; апла пулин те тӳлесе татманнисем чылай пулнӑ. Йӗплӗ йывӑҫсем витӗр асаплӑ ҫулпа пынӑ ҫын аран ӗнтӗ юханшыв патне ҫитнӗ. Ҫул кӑтартса пыракан акӑлчана, вырӑнти терминсемпе каласан «катапацана», кунти ҫынсенчен икӗ пеон та пӗр вуникӗ ҫулхи ҫамрӑк ача пулӑшса пырать. Унсӑр пуҫне тата хаклӑ прибора ҫӗмӗрнӗ иккен-ха, мӗнле ҫӗмӗрнине те пӗлместпӗр. Юлашкинчен вӑл, малалла утас тесе, ура ҫине тӑрсан, хайхи пӑлан тирӗнчен ҫӗлесе тунӑ сулмаклӑ хутаҫ каллех унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчи кутамккине кӗрсе выртрӗ. Сунарҫӑсем ӑна куҫран ҫухатрӗҫ пулмалла. Анчах пурте шарламасӑр тӑнӑ хушӑра кӗлтума пуҫланӑ манахӑн уҫӑмлӑ, ҫирӗп сасси илтӗнсенех, уйрӑмах пире: хӑвӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑрсене пӗр вӑтанмасӑр пытармасӑр тата тӳрре тухма тӑрӑшмасӑр уҫса парӑр, вара сирӗн чунӑр турӑ умӗнче тасалӗ, эхер мӗн те пулан пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр текен сӑмахсене каласанах, эпӗ ирхине паха вӑрттӑн ҫинчен шухӑшланӑ чухне пулнӑ савӑнӑҫлӑ сехӗрленӳ туйӑмне аса илтӗм… Вӑл Сухарько Артём ӗҫлекен депо начальникӗн ывӑлӗ иккенне пӗлет. Вӑл унӑн кӳпшек хӗрлӗ питӗнчен ҫапас пулсан, гимназист ашшӗне элеклесе парать, вара ӗҫ Артём патнех ҫитет. Судьясене ватӑлса тата кахалланса ҫитнӗ чи чаплӑ адвокатсенчен суйласа лартаҫҫӗ. Судьяна лартиччен адвокатсем судсенче сӑмах тухса каласа, ултавлӑха хӳтӗлеме, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсма, ҫынсен тӗрӗслӗхӗ ҫине тапӑнма вӗренеҫҫӗ. Ыттисем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ теме ҫук ӗнтӗ вӗсене, анчах хӑйсене хӑйсем вӗсем темӗнле, ыттисенчен маларах хунӑ пекрех тыткалаҫҫӗ, укҫа-тенкӗ ытларах пулнинчен те, тата хӑйсем генералсемпе питӗ ҫывӑх пулнӑран та килет ӗнтӗ ку. Вӗҫтер, Назар. Санкт-Петербург, 1912», тесе ҫырнӑччӗ. — Мана хирӗҫ сӑмах чӗннӗ ҫынна халех шыраса тупнӑ пултӑр, эпӗ ӑна! — Эсӗ илтнӗ-и? — терӗ вӑл каялла ҫавӑрӑнса пӑхса, унтан ерипентерех калама пуҫларӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл пушшех пӑшӑрханса ӳкрӗ, ман ҫума пӗшкӗнсе, шӑппӑн ҫапла каларӗ: — Ырӑ мар кунта! Анчах Сорочинцӑри заседатель кунтан иртсе каймарӗ; чӑнах, мӗн ӗҫ пур-ха унӑн ют ҫынсемпе, унӑн хӑйӗн вулӑсӗ пур. Марина турӑ патнелле туртӑнчӗ, турра хытӑ кӗлтума тытӑнчӗ, аслӑ типӗре хӗрӗх кунӗпех типӗ тытса пурӑнчӗ, виҫҫӗмӗш эрнинче кунсеренех Тубянски чиркӗвне кӗлтума ҫӳрерӗ, ҫылӑх каҫарттарса, турӑ юнӗ сыпрӗ. Лешӗ ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн пуҫне уснӑ, Фома хӑй ӑшӗнче:— Вырӑнлӑ калаҫать… — тесе, шухӑшласа илнӗ. Ан кунта, апат ҫийӗпӗр, ну? — Эпӗ унран каҫару ыйтма хатӗр. Эпир кӗтесрен ҫаврӑнса кайрӑмӑр та, ман ҫуртӑм куҫран ҫухалчӗ. — Париже е Франкфурта? Ҫав кунах, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, Николай Петрович пиччӗшӗн кабинетӗнче ларчӗ. Ку ҫыру тӗлӗнмелле хӑрушӑ япала. Пӗтӗмӗшпе вӗсем — вӗсене парӑр, тени пулаҫҫӗ; акӑлчанла ҫырнӑ документра ssistance тенӗ сӑмахпа пӗрлештерсен, вӑл вара: вӗсене пулӑшу парӑр тени пулса тӑрать, мӗншӗн тесен ку сӑмах та, лешсем пекех, ҫиччӗмӗш йӗркере вырнаҫнӑ. — Тӗрӗс, вӑл ҫапла пулмалла та, — терӗ Гленарван: — «вӗсене пулӑшу парӑр!» Мӗн пӑхса тӑратӑр? Мӗнле-ха эсӗ Николай Артемьевича кӳрентерме пултарнӑ? Вӑл 58 см сарлакӑш пулнӑ, йывӑрӑшӗ вара 83 килограмран кӑшт ҫеҫ ытларах туртнӑ. Пирӗн хатӗрлӳ ӗҫӗ мӑкарыча пӗрле илсе ҫӳреме хушать, — вара вӑл васкамасӑр кӗсйинчен ирхи хӗвел ҫутинче тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан шур пуҫлӑ пулштух туртса кӑларчӗ. Говэн та темӗншӗн пӑшӑрханнӑ. Степа, хӑй председатель пулнипе, малтан пуҫлатчӗ, ун хыҫҫӑн Ромашка, унтан ыттисем те. Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн чӗрери юратӑва вӑратать, ҫав вӑхӑтрах пирӗн кӑмӑлсене тултараймасть. Кала-ха, ҫемьепе питӗ хытӑ ҫыхӑннӑ-и эсӗ? Шел пулчӗ ӑна вилекен ҫамрӑк ҫынна, вӑл ӑна ҫӑлса хӑварма сӑмах пачӗ… Пӗррехинче, тӗттӗмленсен, Лятьевский пӳртрен систермесӗр тухса шурӗ те тул ҫутӑлас умӗн ҫеҫ пӗр ҫӗклем нӳрлӗ чечек йӑтса килчӗ. Ӑҫта? Ҫӗр тухнӑ вырӑнсенче хура кураксем сиккелесе ҫӳренӗ. Анчах та вӑл леш сӑмахах тепӗр хут каларӗ: аҫу-аннӳ килӗшсе ирӗк парсассӑн ҫеҫ санӑн арӑму пулатӑп, — терӗ. Анчах колхозниксем тӑван килӗсенчен тапранма васкаман: тӑшмана кӗҫ-вӗҫех чарса лартӗҫ, тесе ӗмӗтленнӗ. Титок, ун аллинчен вӗҫерӗнсе, анкарти еннелле тапса сикрӗ. — «Алла вӗрент»! Калӑп, тем тесен те калӑп, халь те тепӗр хут калатӑп», — тавӑрчӗ ӑна шалти сасӑ. Вунӑ ҫухрӑм та каяйман-ха, вӑл пур — канасси ҫинчен шухӑшлать: «Вӑхӑт ӗнтӗ чарӑнса тӑмашкӑн!» Тискер кушаксене илсен, вӗсем кунта питех те нумай. Ҫав куннех пытарма хатӗрленме пуҫларӗҫ, Казонден аслӑ урамӗ вӗҫӗнче тулли те хӑвӑрт юхакан шывлӑ Кванго юппи пур. — Ҫук, нимлисене те… — Халӗ ӗнтӗ, пичче, пире приказчикпа калаҫма кайма та вӑхӑт, тесе шутлатӑп эпӗ:Павел Петрович пукан ҫинчен тӑчӗ. Манса ан кай: сана хресченсемпе ту ҫинчи ҫынсем пурӑнакан вырӑнсемпе ҫеҫ ҫӳреме тивет. Санӑн ху тумтирне хывса урӑх тумтир тӑхӑнмалла. — Союзниксем ҫинчен мӗн калаҫаҫҫӗ? — ыйтрӗ Огарнов. Хуняма карчӑк ҫӑмахне тата тепӗр чашӑк антарса парать: хӑни ҫисе тӑранчӗ пуль-ха, тек нумаях ҫиес ҫук, тет ӗнтӗ. Мӗн каламалли унта. — Ӑҫта? Половцевсем тем тери ӑслӑ пулсан та, эпир ҫеҫ хирӗҫ тӑнипе пӗтерсе лартас ҫук. Вӑл, хутран-ситрен чарӑнса, ятарласа тасатнӑ чӗрнеллӗ, самаях хулӑн та вӑйлӑ пӳрнисемпе миндаль мӑйӑрӗ шӗкӗлчесе илет, тем пирки пӗрмаях кулкалать; унӑн пичӗ те, куҫӗсем те йӑлкӑшса ҫунса тӑраҫҫӗ. Эпир масар тӗмескисем хушшинче, ҫӑра йывӑҫ тӗмӗсен сулхӑнӗнче лартӑмӑр. Йывӑҫ ҫине тарса хӑпарсан, усси пулман: ягуар йывӑҫ ҫине кушак пекех хӑпарать. Король майринчен ыйтса эпӗ ӑна Глюмдальклича парнелерӗм. Тӗрӗссипе каласан, ку кушелккене кӑтартма ҫеҫ тунӑччӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра Монмартр урамӗнче тем чухлӗ экипаж кӗпӗрленсе тӑнӑ, ура пусма та вырӑн ҫук темелле. Шутка мар! Аркадий тухрӗ. — Эсӗ мана юрататӑн-и? Эпӗ хам тӗрӗс каланине пӗлсе тӑнӑ пирки унпа килӗшмесӗр хирӗҫлерӗм, куншӑн вара вӑл мана хӑйӗн патаккипе икӗ хутчен ҫурӑмран питӗ хытӑ ҫапрӗ, эпӗ кӑштах кӑшкӑрса ямарӑм, ку вӑл пысӑк чин панӑ чухнехи рыцарьла йӑла пулнине пӗлнӗрен ҫеҫ хама тытса чартӑм, мӗншӗн тесен Испанире рыцарьла йӑласем халӗ те пӑрахӑҫа тухман-ха. Пырса итле-ха вара тутарсен муллине е кадие. Фельдшер пукан ҫинчен тӑчӗ, хӑяккӑн-хӑяккӑн алӑк патнелле шӑвӑнать, а Макар ӑна: «Эс ан вӗрилен-ха, пукан ҫине лар, — тет, — эпӗ сана хӗнеме шутламастӑп, тӗслӗхшӗн ҫеҫ ӑнлантарса паратӑп. Кун пеккине хальччен курма тӳр килменччӗ-ха мана. — Мӗнле ҫитменлӗхсем пур-ха вара? Туссем ҫӗрлечченех пирӗн патӑрта ларчӗҫ, Кира Сивцев-Вражека кайса кӗҫӗннине ӗмӗртсе килме те ӗлкӗрчӗ, аслӑ хӗрӗпе пирӗн пата килчӗ — хӗрӗ малашне чаплӑ артистка пулма ӗмӗтлентерет. Кассий Кольхауншӑн пурӑнӑҫ юратуран хаклӑрах. Ачисем: «Анне! Анне!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ. — Ман кӑмӑла каймаҫҫӗ вӗсем, — ответлерӗ капитан. Ун хыҫҫӑн тепри, унтан виҫҫӗмӗшӗ… Хӗвел сӗм тӗттӗмлӗхӗнчен капмар хула кӗмӗллӗн мӗлкеленсе тухать. Ун пек ҫынпа мӗнле ӗҫлем-ха эпӗ? — Самюэль Вернон Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранне ҫитеймен пуль тетӗп эпӗ. Е ҫул ҫинче вилнӗ, е унти халӑх аллине лекнӗ. Тул енчен пӗр самант хушши нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ… — Эпӗ… итлесе лартӑм… Халӗ ӑна урӑххи интереслентерет. Пичӗ шуранка, ывӑннӑ ҫын пичӗ пек туйӑнать, хаяр та мар. Ун пек экспедици яни вӑл ӑссӑр ӗҫ туниех пулӗччӗ; ун пек ӗҫшӗн эпӗ хам ҫине ответ илме пултараймастӑп. — Тӗрӗс калатӑн, Сид, сирӗнешкел ашкӑнчӑксене начар йышӑнаҫҫӗ. Эпӗ пурнӑҫра темӗн те тӳссе курнӑ, кун пек ырлӑх пуҫласа куратӑп. «Кӑна пӗлнӗ пулсан, ҫывӑрма юлмаллаччӗ. Володя! Эпӗ сана хам ертсе кайӑп. — Ҫапла-а, — тенӗ Маякин, йӑл кулса илсе. — Ерофей Кузьмич алӑк патнелле ыткӑнчӗ. Ҫук, тӗшмӗше пула мар, ҫав ҫынна юратнӑран ӗнтӗ эпӗ вӑл пирӗн пата мантарса е юриех асӑнмалӑх тесе, хӑварнӑ хура трубка яланах хампа пӗрле илсе ҫӳретӗп. Хӗр ун патӗнчен иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Вӑл калаҫнӑ хушӑра эпӗ хӑм ӑна юратни-юратманни пирки шухӑшларӑм та ҫак минутра эпӗ юратса пӑрахрӑм пулӗ, тесе шутларӑм. Кустӑрма сасси илтӗнми пулчӗ, суккӑрсем укҫана тупайӗҫ-ши тесе, курасшӑн чарчӗҫ пулас кӳме ҫинче ларса пыракансем. — Тӳпе ывӑлӗ, Тӳпе ывӑлӗ, — чӗнет ҫинҫе сасӑ. Мана виҫӗ цирульник хыраҫҫӗ, кӑна вӗсем пысӑк чыс вырӑнне хураҫҫӗ. — Вӗсене эсӗ сутатӑн-и? Ку шӑршӑ, ирӗлекен юрӑн таса та уҫӑ шӑрши ҫумне хутшӑннӑ вичкӗн те йывӑр тата шиклӗхе систерекен шӑршӑ — ҫакӑнтисем вӑрманшӑн ют. Эпӗ хутпа кӑранташ илтӗм те ҫырса хутӑм: «Уотсон мисс, сирӗн тарнӑ негру Джим Пайсквилл хулинчен икӗ мильӑра, Фелпс мистер патӗнче пурӑнать, эсир ӑна укҫа ярса парсан, вӑл сире Джима тавӑрса парать. Арҫынӗ ытла та чаплӑ ҫын — округри судья иккен. Ҫавӑн пек чаплӑ ҫынна ачасем нихӑҫан та курман; вӗсем ун ҫине пӑха-пӑха тӗлӗнчӗҫ, ӑна та ытти мӗнпур ҫынсемпе пӗр пек йышши япаларанах тунӑ-ши тесе ыйтрӗҫ пӗр-пӗринчен. Вӗсем судья епле мӗкӗрнине илтесшӗн ҫунчӗҫ, анчах вӑл мекӗрсе ярасран питӗ шикленчӗҫ. — Мӗншӗн тесен эпӗ ку укҫана тӑккалас темерӗм; эпӗ ӑна паянах тӳлесе тататӑп та ыранах урӑх хваттере куҫатӑп, текех кун пек хуҫа патӗнче пурӑнма килӗшместӗп. «Кам пӗлет вӑл мӗнле иккенне! Вӑл мӗнпурӗ те тепӗр хут выҫӑ тӑрса юласран ҫеҫ сыхланнӑ иккен. — Ҫапла вара… — тесе ыйтрӗ Гленарван. Петршӑн халь ӗнтӗ лӑпкӑ телей саманчӗ пуҫланчӗ, анчах ҫав телей витӗр пурпӗрех темӗнле шиклӗх палӑрать-ха; унӑн чи савӑнӑҫлӑ самантсенчи йӑл куллинче те, хӑйӗн телейӗ саккунлӑ та ҫирӗпех мар тесе шутланӑ евӗр, салху иккӗленӳ пурри сисӗнсе каять. Куҫса ҫӳрекенсем Инди хӗррипе иртсе каяҫҫӗ те хӗвел тухӑҫ, Европа тӳремлӗхне кӗрсе сапаланаҫҫӗ. — Хӑтӑлас ҫукчӗ. «Халь ӗнтӗ ир еннелле ҫывӑхарать пулӗ», — тенӗ вӑл пӗрре, тӑрса йӗри-тавра пӑхкаласа. Эпир вӗсене пытарни вӗсем пире пытарнинчен лайӑхрах», тет. Сывӑ пулӑр. — Эсӗ-и, атте? Ҫӳллӗ те пысӑк пӗвӗ, тӗксӗм те ырхан сӑн-пичӗ, ҫав тери ҫивчӗ куҫӗсем, усӑнса тӑракан ҫӑра куҫхаршисем ӑна столицӑра пурӑнакан кӗл тӗслӗ ҫынсенчен тӗпренех уйӑрса тӑнӑ. Ученӑйсем Ҫӗрӗн ҫутине мӗнле виҫме пултарнӑ-ха? — Ҫавӑ ку, Панталеоне, — ответлерӗ Джемма хаваслӑн та телейлӗн. Снаряд ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн сывлӑш хумӗ ӑна чул юпасем ҫумӗнчен кӑларса вӑркӑнтарнӑ та, халӗ вӑл такамӑн юхӑннӑ садӗнче, виноград тӗмӗсем хушшинче йӑваланса выртать. Лаша е машина пулас пулсан, Софья Ивановна ӑна тахҫанах хӑйӗн участокне илсе килнӗ пулӗччӗ. Колхозра штурмовкӑсем тума тытӑннӑ — ӑҫта пур ун пекки? — Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — сӑмах хушрӗ Базаров, ун ҫумне ларса. Хыткан, пӗчӗк чышкисене кӑкри ҫумне тытса, интендант ку ӗҫӗн йӗрки ҫапла пулни ҫинчен, ӑна вӑл пӑсма пултарайманни ҫинчен каларӗ. Ҫу сийӗ сиксе вылякан хумсене ҫав ҫекундрах чарса лартрӗ, «Дункан» шывӑн тикӗс ҫулӗпе лӑпкӑ бассейна кӗчӗ. — Ҫапларах ҫав, тӑванӑм, ун пек ӗҫе хутшӑнма халӑмӑр та ҫитӗнсе ҫитмен-ха!.. — Ҫапах та алӑсене усса ларма юрамасть. Пуринчен ытларах ҫынсене ҫакӑ тӗлӗнтернӗ: унран кивҫен илекенсен шӑпи пӗр евӗрлӗ пулнӑ: вӗсен пурин те пурнӑҫӗ телейсӗр вӗҫленнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне ҫур сӑмахранах ӑнланакан пулса ҫитрӗҫ, вара Городцов, пӗр именсе тӑмасӑрах, хӑйӗн пӗр кӗсйинчен консерва банки туртса кӑларчӗ те ӑна пысӑк кукӑр ҫӗҫӗпе уҫрӗ, тепринчен ҫӑкӑр чӗлли кӑларса хучӗ. Танмаррисене пӗрле кӳлсе пӑх-ха, мӗн пулса тухать? Юлашкинчен, пурне те вӗҫлесе, штаб роти ҫӗр ҫирӗм карланкӑпа кӑшкӑрса иртсе кайрӗ: Мӗнле шав, сас-хура Янӑрать-ши ку? — Тавтапуҫ, ывӑлӑм! — пуҫ тайса илнӗ ӑна Маякин, аллисемпе сӗтел хӗррине тӗршӗнсе, ура ҫине кӑшт анчах ҫӗкленсе. — Эх, эсӗ, ултавҫӑ хӗр! — терӗ Устенька, ӑна чавсипе тӗрткелесе тата кулса. Чӑтма ҫук! Ҫавӑнпа ун чунне тӑвӑр пек туйӑннӑ. Эпир малтанах-ха хула музейне каясси пирки калаҫса татӑлнӑччӗ. Автоматпа пӗр черет пенине илтсен, малти ҫынӗ чарӑнса тӑнине курсан, хайхи салтак хыҫҫӑн чупаканнисем те, аяккарахра чупаканнисем те, чарӑнса тӑрас шухӑшпа ӗнтӗ, хуллен кӑна утма пуҫларӗҫ. Лере тем ҫӳллӗш сӑртсен тӑррисенче юрсен тӗнчи пулнӑ пулсан, кунта ҫеҫкеллӗ улӑх, лере хаярланнӑ сивӗ хӗл тӑрать пулсан, кунта меслетсӗр шӑрӑх ҫу тӑрсан, — сӑлтавӗсем урӑх пулнӑ пулсан, вӗсем ҫак уйрӑмлӑха курса шалт тӗлӗнсе кайнӑ пулӗччӗҫ. Ун уҫӑ та ырӑ кӑмӑлӗ асаплӑхра вилчӗ!» Вӑл яланах илемлӗ те хурлӑрах шӑхӑра-шӑхӑра ӗҫлет. Вӗсем мана курсан малтанхи секундӑра иккӗшӗ те епле сехӗрленсе ӳкнине эпӗ нихҫан та манмастӑп. Судьясемпе итлекенсем Паганеле халех калаҫӑва пуҫласа ямашкӑн ыйтрӗҫ. Ун пек пулсан, ку питех те йӗркесӗр ӗҫ. Вӑхӑт ирттерсе тӑмасӑр, вӑл йӗр тӑрӑх хӑвӑрт малалла утма пуҫланӑ. Мӗнле телей — вӗсем чӗрӗ! — «…Иманус, хурах…» Ирхи апатчен Давыдов чӗрӗк теҫеттина яхӑн сухаласа пӑрахрӗ. Эпӗ ӑна курнӑ. «Кала часрах, мӗн тӑваҫҫӗ унта?» Эпӗ Поль ҫинчен пачах манса кайнӑ. Ӑна ӑнланма питӗ ҫӑмӑл-ҫке… Музыкӑ часах илтӗнми пулчӗ, Огнянов ун ҫинчен пачах манса та кайрӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑн ҫинчен асӑрхаттармасӑр чӑтаймарӑм. 1914-мӗш ҫулхине хӑй большевиксен партийӗн членӗнче тӑнипе ӑна катӑргӑна янӑ пулнӑ та кайран ӗмӗрлӗхех таҫта куҫарнӑ. Ман ӑҫта каймалла тата? — пӑшӑрханса ыйтрӗ Игнат. — Хӑвӑрӑн авӑрлама кӑмӑл пур-и? — ыйтрӗ Павел Петрович, ещӗкрен пистолетсем кӑларса. — Ман хамӑн та вӑл ҫамрӑкпа татӑлмалла-ха. Пӑванпа пӗрле пулсан, ӑна кирек хӑҫан та йывӑр туйӑннӑ, паянхи кун вара Джемма хӑйне ытла та начар туйнӑ, мӗншӗн тесен вӑл пухура хӑйне мӗнле тыткалани ӑна ҫав тери ҫиллентернӗ. Тупата туршӑн пирӗн ҫынсем мар! вӗсем пӗрре те жидсем мар: вӗсем камсем иккенне шуйттан ҫеҫ пӗлет. Зеб Стумп ҫавна, ҫын термометр шкали ҫине пӑхса пӗлнӗ пекех, пит ҫӑмӑл та шанчӑклӑн пӑхса пӗлнӗ. Рыбин, хаҫата хӳшӗ тӑрринчи шӑтӑк витӗр кӗрекен хӗвел пайӑрки ҫине тытса тӑрса, ӑна ҫав ҫутӑ тӗлӗнче шутаркаласа, тутине хускаткаласа вулать; Ун чухне вара вӑл пӗтӗм ҫӑраҫҫисене, пӗтӗм хуҫалӑха хӑй аллине ҫавӑрса илетчӗ. Шанатӑп, — терӗ вӑл сассине хӑпартса, — кунтан сирӗн ҫуртри ҫынсем пур те ман сӑмаха итлеҫҫӗ пулас, мӗншӗн тесен пӗриншӗн калани пуриншӗн те пулать, — терӗ вӑл. Эпӗ ҫак куна пит те путсӗр ирттертӗм. Ялӗнче авалхи тӗнпе пурӑнаҫҫӗ, ҫапах та пӗр карчӑк пире лайӑх йышӑнчӗ, мунча та хутса пачӗ. Большевиксене хирӗҫ тӑнисем вара пурте пӗтӗпӗр. — Монтанелли к-кардинал тӗслӗ. Анчах хальхинче апла пулмарӗ. Ҫав урлӑ-пирлӗ ҫыру паллисене уҫҫӑн вуласа кӑларма пултарӗ-ши вӑл? — Ӗҫ тухрӗ пулмалла… Хӑтӑлма та ан хӑтланӑр. Эпӗ мана ҫав путсӗр ҫынна тытса паракана ҫителӗклех парне пама хатӗрри ҫинчен пӗлтересшӗн. — Эсир, тен, тахҫанах, эпӗ пӗчӗк чухнех тухса кайнӑ-тӑр. Сывлӑшри ҫапӑҫӑва ыткӑннӑ чух вӑл нихҫан та вилӗм ҫинчен шутламан, чӗри кӑна темӗнле хаваслӑн пӑлханнӑ. Ҫавӑнта кайма ӑна ашшӗ те чарма пултарас ҫукчӗ пулӗ. — Укҫи те тупӑнӗ кукамайӑн, хатӗрлекеленӗччӗ вӑл кӑштах. Ах, демон, демон… вӑт мӗнле, ачам, э? — Пӗлместӗп… Ҫапла эпир ҫур миле яхӑн кайрӑмӑр, сӑрт тӳпинех ҫитнӗччӗ, сасартӑк пӗр вӑрӑ-хурахӗ, ыттисенчен сулахайра пыраканскер, хӑранипе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Тата икӗ лав урлӑ маларахра хӗрлӗ хӑмӑр тӗслӗ вӑрӑм пальто, карттус, усӑнчӑк кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ ҫын утса пырать. Володя шӑп ҫав вӑхӑтра пуҫне ҫӗклерӗ те; ӑшӑ кӑмӑлпа кӑштах тӑрӑхлараххӑн кулса, ман ҫине хӑюллӑн пӑхрӗ. — Пӗлетпӗр эпир вӑл ывӑла, — илткеленӗ… Ҫакна кура, Корчагин ура ҫине тӑчӗ. — Мӗн эсир, герцог, — терӗ король хӑюсӑррӑн, ҫаплах ӗсӗклеме чӑрӑнаймасӑр. — Куна пачах эпӗ мар, эсир хӑвӑр каларӑр, дефицита хушмалла терӗр. Эпир чупса ҫӳреттӗмӗр, сикеттӗмӗр, пӳрт тӑррисене хӑпараттӑмӑр. Туй туса ирттерчӗҫ. Ҫынсем каллех окопӗсене вырнаҫрӗҫ. Тӑпра айӗнчи хуласене ҫыхӑнтаракан туннельсем планета айӗнче пӗтӗм ҫӗрте тӑсӑлаҫҫӗ. — Fortraftig! — тесе хучӗ Ганс фляжкӑран эрех ҫӑтса. Ялан вӑрман тӑрӑх пыни пӗчӗк Джека йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Унсӑр пуҫне, пысӑккисем хӑйсен сӑмахне тытмарӗҫ. Вӗсем вут йӗри-тавра ҫывӑрма хатӗрленнӗ пек пуҫтарӑнса выртрӗҫ. Колчо халран та кайрӗ. Ҫурчӗ икӗ пая пайланать, пӗринче присутстви пӳлӗмӗ, тепри — ристансем валли. Арҫын Рыбина темскер каларӗ, лешӗ пуҫӗпе сулса илчӗ те, чӗтревлӗ сасӑпа, анчах уҫӑмлӑн та хаваслӑн калама тытӑнчӗ: — Нимех те мар! Анчах апла тума права ҫук вӗсен. (айван ҫынсем ҫав унка хытӑ япала тесех шутланӑ ҫав). Алексее инструктор кӑмӑла кайрӗ. Ман халӑм ҫук… — терӗ вӑл. — Хӑна пӳлӗмне Анна Васильевна кӗчӗ те — калаҫу пӗтӗмпех дачӑри пурнӑҫ ҫине куҫрӗ; вӗсем шӑпах ялти пурнӑҫ ҫинчен мар, дачӑри пурнӑҫ ҫинчен калаҫрӗҫ. Унӑн тумтире те чаплӑрах, хӗҫпӑшалӗ пит те ӑста тунӑскер пулнӑ. Вара, ҫак руль патӗнче уткалакан — тир тӑлӑп тӑхӑннӑ, ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пысӑк ҫын та ӗмӗрлӗхе тухатнӑ пек чарӑнса тӑрать те текех: — Орр-оп! Блиндажра тупӑран пени ерипен илтӗнсе тӑчӗ, анчах та ҫывӑхри пӗр туппи уйрӑммӑнах хыттӑн кӗрлерӗ, блиндаж кисрене-кисрене илчӗ, маччаран ҫӗр тӑкӑнчӗ. — Атте… Вӑл Мересьев сӑмси умӗнче типшӗм ывҫипе сулкаласа, вӑрттӑн каварлашнӑ пек, ун хӑлхинчен пӑшӑлтатса пычӗ:— Эсир эп штатски ҫын пулни ҫине ан пӑхӑр, эпӗ хамӑрӑн плана питӗ лайӑх ӑнлантӑм. Ҫук. Кометӑн пуҫӗ питӗ шӗвӗ газсенчен тӑрать. Анчах мӗн тӑвас-ха? Юлашкинчен манӑн ҫав юрӑхсӑр ирландецран хӑтӑлмаллах ӗнтӗ. — Чӑнах, эпир ун ятне ыйтса пӗлменшӗн эпӗ пит кулянатӑп. — Хӑратӑп, — терӗ вӑл, ним сассӑр макӑрса ярса. Тӗтӗм мана чыхӑнтарчӗ, ним курми туса лартрӗ, манӑн пичкене алӑк патне кустарса пыма аран-аран вӑй ҫитрӗ, алӑкра вӑл ланкса ларчӗ те малалла каймарӗ, сарай тӑрринчен ҫав вӑхӑтрах ман ҫине хӗмсем ӳксе ӳте сӑхрӗҫ. — Халех тухатӑп, халех! — шалтан ҫинҫешке сас янӑрарӗ, пӳртре ҫара уран утни сисӗнчӗ, алӑк чӗриклетрӗ, унтан пирӗн умма пӗр вуникӗ ҫулхи хӗрача аллине хунар тытнӑскер, тухса тӑчӗ. Кӑнтӑрла тӗлнелле ҫӳлте-ҫӳлте мамӑк пек ҫемҫе, шурӑ, ҫаврака пӗлӗтсем тухаҫҫӗ. — Акӑ вӑл вуланисем пирки… Павел куҫӗ умне хӑй тӗллӗнех кунтан инҫех те мар, Ҫавра-Университет урамӗнче ларакан ҫурт тухса тӑчӗ. Уява аса илтерекен ҫакнашкал кунсенчен пӗринче районти партактив пухӑвӗ пуҫтарӑнчӗ. — Ҫарти вӑрттӑнлӑха чухлаҫҫӗ. Каурисем ушкӑн-ушкӑнпа ӳсеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑрманта уйрӑм йывӑҫсем пӗрре те курӑнмаҫҫӗ. Хӑйсен илемлӗ вуллисемпе икшер ҫӗр фут ҫӳлелле ҫӗкленсе ларакан ушкӑн-ушкӑн каурисем анчах куҫ умне курӑнаҫҫӗ. — Ытлашши нимех те ҫук», терӗ генерал, — ахаль кӳме кӑна. Вӗсем ҫак инкек ҫинчен Кэстльмена телеграфпа пӗлтересшӗнччӗ, анчах телеграф юписем йӑваннӑ, пралукӗсем таткаланса пӗтнӗ. Витӗр курӑнакан пӗчӗк башньӑсенче ҫилпе ҫаврӑнакан ункӑсем ҫаврӑнаҫҫӗ. Улӑх-ҫаранра, пур ҫӗрте те, кӳленчӗксем йӑлтӑртатаҫҫӗ, пӗчӗк ҫырмасем ҫиҫеҫҫӗ. Ырӑ ҫын пулсамӑрччӗ, пулӑшма пултараятӑр пулсан, пулӑшсамӑрччӗ. Гусев люка пӑрса уҫрӗ, Лося шала сӗтӗрсе кӗртрӗ те — Тӳпе ывӑлӗсем иккӗшӗ те ҫӑмарта ӑшӗнче ҫухалчӗҫ. Сталинградра. Халӗ Петруҫ хӑрах аллипе аиста ыталаса тытнӑ, тепринпе, малтан мӑйӗ тӑрӑх, унтан ҫуначӗсем патнелле хуллен кӑна хыпашласа каять, унӑн сӑн-питӗнче вӑл хӑй ҫав тери тимлӗ пулни палӑрать. Паттӑрскер. Тӗрӗсрех пыракан ача. Хӗрсем кайрӗҫ — ҫапах васкамаҫҫӗ вӗсем, ӗҫе хӗрсе тытӑнчӗҫ, хулӑнтарах та илемлӗ сассисемпе украинла шӑкӑр-шӑкӑр калаҫса кайрӗҫ. — Эсир-и? — Санран Павел нихҫан та вӑтанас ҫук. Ну, кала, кала кӗтӗр… — Тӳррипех калӑр-ха, — терӗм эпӗ пикене, — вӑл яланах питӗ кулӑшла ҫынччӗ те, ҫапах та вӑл сире халиччен интереслӗрех пек туйӑнатчӗ-ҫке… шинельпе ҫӳренӗрен-и?.. Шӑтӑка уҫма май килчӗ, анчах эпӗ ӑна хупаймастӑп. Вилнӗ хӗрне асӑнни Юрдан арӑмӑнне те кӑмӑлне ҫемҫетрӗ, вӑл та йӗрсе ячӗ. Вӑл мана хӑйӗн пиҫиххи ҫумне ҫыхса янӑ ещӗк ӑшне лартса чӗркуҫҫи ҫинче тытса пычӗ. Нумай сехетсем ирттертӗм эпӗ картӑна вӗренсе, ӑна пӑхмасӑр калама вӗренсе ҫитрӗм. Ӑна валли указсем пур. Ах, чухлатӑп эпӗ: ҫынна е инкек, е чухӑнлӑх, е чир кирлӗ. Ӑҫта-ха господин Вацлав Августович? — Ҫук вӑл. — Вӑл сан тӑван мар-и? Ращан ытти пайӗ, ҫемҫе тӗттӗмлӗхе путнӑскер, пӗтӗмпех шухӑшлӑ, тап-таса та пархатарлӑ хӑюлӑхпа тулнӑччӗ. Лейтенант лутрарах та хӗрлӗ сӑн-питлӗ, касса тикӗсленӗ пӗчӗк ҫеҫ уссиллӗ, пенснепе ҫӳрекен ҫын, пуҫӗнче унӑн ҫутӑ сӑмсаллӑ картуз, патмар ҫын. — Уя чух авлантарнӑ… Тумланасса та вӑл вӑрттӑн тумланнӑ, кам патӗнче ҫӗлетнине тата унӑн илем туйӑмӗсем мӗнле пулнине никам та пӗлмен, анчах вӑл, шукӑль тумланса ҫӳремен пулсан та, ыттисенчен яланах лайӑх пек курӑннӑ. Чӑн та ӗнтӗ, вӑл иртен пуҫласа каҫчен апат-ҫимӗҫшӗн тӑрмашман пулсан, Стёпушка выҫсах вилнӗ пулӗччӗ. Вӑл — учительница, эсӗ те «председатель заместителӗ», ахаль ҫын мар! Островнов — культурӑллӑ кил хуҫи, колхоза ӑнлансах кӗчӗ, анчах Нагульнов ун ҫине асӑрханса пӑхать. Е, тӗслӗхрен, тӗрлӗ шухӑшсем шухӑшласа кӑларнӑ-и? Мӗншӗн кӑна ячӗ-ши сана кунта аннӳ? Чылаях хӑраса ӳкнӗ йытти хыҫҫӑн вӗсем хапха патнелле чупнӑ пекех васкаса утрӗҫ. Хыттӑн-хыттӑн, мана мӗн ыратакан пуличченех хӗссе пӑчӑртӑр. Анчах унӑн ывӑлӗ йӗмен ӗнтӗ: ашшӗн тӑртанса кайнӑ ҫӗр сӑнлӑ пичӗ ӑна сехӗрлетсе янӑ, ҫак сехӗрлетӳ унӑн чунне, ҫылӑхлӑ ҫыншӑн йӗрекен чиркӗвӗн салхуллӑ музыкӗпе шӑварӑннӑскерне, кӑштах урӑлтарнӑ. — Эпӗ килте пулман пирки ӑна йытӑ кӑларса яман. Ҫаврака беседка тӗлӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ, такампа калаҫа пуҫларӗ пулас. — Суяс тенӗччӗ те, ӗҫ тухмарӗ. Чи хавасланса, чунтанах киленсе шӑхлич каланӑ вӑхӑтра сисе пачӗ: тахӑшин пӗчӗк пӳрнисем унӑн пичӗ тӑрӑх ҫӑмӑллӑн чупса иртрӗҫ, алли тӑрӑх шурӗҫ, унтан темӗнле хӑвӑрттӑн, шӑхличе хыпашлама тытӑнчӗҫ. — Ҫывӑр, пепкемӗм, Христос санпала, — тенӗ карчӑк, ҫынсен асаплӑхӗ ҫинчен хывнӑ юмахне калама пӑрахса. Ҫав тери хӑраса ӳкнӗ Наталья нӑшӑклатса ларать: — Пӗтӗм пӑтрав сирӗн ҫуртран тапранчӗ. Кӑшкӑрса чӗнсен те никам та сасӑ памарӗ. — Тӗрӗссине тӗрӗсех-ха, — ҫирӗплетрӗ Хоуик боцман, — анчах калаҫакан йытӑ нихӑҫан та пулман. Иха хӑтӑлса тухасшӑнччӗ, анчах лӑпланчӗ, — тӳлеккӗн ларать. Ара вӑл пире халех ҫыртса туласа пӗтерет-иҫ!» — тесе ҫухӑрса ярать. Хӗрарӑм, ун ҫывӑхнерех сиксе ларса, куҫран пӑха-пӑха:— Хӑвӑр пурнӑҫӑра епле те пулсан урӑхла тума тӑрӑшӑр… Йывӑр пулчӗ мана. Ну, ҫапах та эпӗ хама кӑшт та пулин тӳрре кӑларма тӑрӑшрӑм; лайӑххине ниме те вӗрентмен-ха мана тетӗп, апла эппин, эпӗ айӑплах та мар, анчах темскер-ҫке мана хистесех ҫапла калать: «Вӗренес текеншӗн вырсарни шкулӗ пур — мӗншӗн-ха эсӗ унта ҫӳремерӗн? Унта сана кам та кам негра тарма пулӑшать, ҫавӑншӑн вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех тамӑкра ҫунать тесе вӗрентнӗ пулӗччӗҫ». Кораблев ман ҫине пӑхрӗ те кулса ячӗ, — ытла айван курӑнтӑм пуль ҫав эпӗ. — Ил, немка, манӑн нумай. — Чӑнах-и? — тенӗ ашшӗ. Кӗрӗр пирӗн батальона. — Ҫапла, — терӗ Халл капитан та, — анчах ку шыв ӗҫес килнине ирттермест, эрехӗ ӳсӗртмест! Вӑл сехечӗ ҫине пӑхрӗ. Дик ҫине сиксе ӳксе, ҫамрӑка тытса силлерӗ, анчах ӑнсӑртран пуҫне пырса кӗнӗ шухӑш чарчӗ ӑна. — Аҫу хӑех каласа кӑтартрӗ-и вара кӑна? — тет каллех Федя. Шурӑрах тӗтреллӗн курӑнакан хула хӗррисенче, сивӗ сывлӑшра, такама чӗннӗ пек, заводсем кӑшкӑртаҫҫӗ. Самолета эпӗ «куҫ хупса» илсе ҫӳреме вӗренетӗп. Ҫук, хӑвна ҫеҫ юраттарни — телей мар, инкек, мӗншӗн тесен эс ӑна юратман тата юратма та пултарайман пирки ху айӑплине туятӑн. Сӑнни ӗмет, тата та ӗмет. Вӑл сӑрхӑнса кӗнӗ ҫӗрте пуҫ тӳсме ҫук хытӑ ыратать. Ҫирӗп, тип-тикӗс те ҫинҫерех ураллӑ, ҫамки ҫинче ластака ҫилхеллӗ, ун айӗнчен вутла ҫунакан куҫсем ҫиллессӗн те шанмасӑртарах пӑхаҫҫӗ, вайлӑ тутисене ҫат ҫыртнӑ ҫак савӑк чӗрчун ҫумне ҫыхӑнмаллипех ҫыхӑнса лартӑм эпӗ. Анчах вӑл чӑннипех каланӑ. Анчах ӑна хӗҫпӑшалсем кирлӗ пулнӑ. Анчах мана Моисейӗн ҫак сӑмахӗ ытларах кӑмӑла каять: «Куҫа куҫӑн, шӑла шӑлӑн!» — тенӗ вӑл. Ӑсра пурте-пурте ҫав тери лайӑх йӗркелене-йӗркелене выртатчӗҫ: ӳкерчӗксем яр-уҫӑччӗ, ҫыннисем чӗп-чӗрӗ, фабула тӗп-терӗссӗн аталанса та чип-чиперрӗн юхса-эрешленсе пырать, — кун пирки шутласси кӑна та питӗ хавасчӗ те илӗртӳллӗччӗ. Манӑн пике, ашшӗ София тесе чӗнекенскер, мана питӗ те юратать. Павӑл карикатурӑсене кӑтартсан, мастерсем кӳренместчӗҫ, анчах Гоголевӑн карикатури пуриншӗн те кичемле туйӑнатчӗ, художникне вара сиввӗн ӑс парса калатчӗҫ: — Эсӗ ҫӗтсе тӑк-ха луччӗ, ахалӗн старик курӗ, сана ҫапса лапчӑтса пӑрахӗ! Хусканусем хӑюсӑр та тӗрӗс мар пулчӗҫ. Ҫӑра туратлӑ йывӑҫ ҫинчен вӗрен вӗҫӗсем ҫӗрелле ӳкрӗҫ. — Паллах ӗнтӗ, эсир мар, — терӗм эпӗ. Йывӑҫсен хӳттинче мустангсем каллех лӑпкӑн тӑнӑ. Озеров пекех, Яхно комиссар та ҫак каҫхине оборона рубежӗнчен пӑрахса каймарӗ. Пӗтӗмпех чире хирӗҫле туса пырас пулать. — Темле тӗттӗм должнӑҫри этемсем, — жуликсем пулмалла, — тет Кукушкин йӗрӗнчӗклӗн. Юр ҫӳлтен тӑкӑннӑ, тата хӑш чух аялтан та вӗҫнӗ. Тата эсӗ хӑравҫӑ та мар. Вӑл ҫара хӗҫ вӗҫӗпелен ури таврашӗнчи ҫӗре тимлӗн, шухӑшлӑн тӑрмаларӗ, усӑннӑ пуҫне ҫӗклемерӗ пулин те, кӑсӑкланакан, тӑрӑхлакан та мӑшкӑллакан куҫсем хӑй ҫинелле пур енчен те тинкернине туйсах тӑчӗ. — Геркулес! — савӑнса калаҫрӗ Уэлдон миссис, хастар негр еннелле аллине тӑсса. — Аэлита, — пӑшӑлтатрӗ те марсиан — куҫӗсене ҫаннипе хупларӗ, Лосьпа Гусева сукмакран ӗшнене ертсе кӗчӗ. Ҫак икӗ ҫын — Гарриспа Негоро. Анчах… куратӑн-и… пӗрле пулма шӑпа мар пирӗн… акӑ мӗн!.. Тӑхта, тусӑм! эпир те полковник пулӑпӑр, турӑ парсан, мӗн те пулсан пысӑкраххи те пулӑпӑр. Хура юмансем, хӗрлӗ йывӑҫсем, платансемпе тӗксӗм гикорӑсем тӑрӑхӗ-тӑрӑхӗпе ӳссе лараҫҫӗ. Хупса лартнисем пикенерех ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Пирӗн ултӑ истребитель, нимӗҫсен ҫирӗм икӗ самолётне хирӗҫ ҫапӑҫӑва кӗрсе кайса, саккӑрӑшне ҫапса антарнӑ, хӑйсем пӗр машина ҫеҫ ҫухатнӑ. Чӗркуҫҫине ҫӳлерех ҫӗклетет вӑл, тӑвӑр хулпуҫҫине аялалла антарать, янахне аллаппипе тӗревлесе ларать. Эсӗ мана юратни ҫинчен чи малтан мана вӑл каланине пӗлетӗн-и? Анчах та Ҫӗр ҫине вӗҫсе ҫитсен — эпир кунта таврӑнатпӑрах. — Урӑх нимӗн те мар. — Мӗнех вара! Яков Лукич вӑраннӑ чух хӗвел тухнӑччӗ ӗнтӗ. Кӑмӑлу пулсан, атя хӑтланса пӑхатпӑр: ҫӗрле эсӗ Макар ларнӑ вырӑна лар, мана винтовка пар. Ӑҫтан килсе тухрӑн эсӗ, Тарас? Эс кунта мӗнле кӗтӗн, Долото? Чӑлтӑр ҫутӑ паракан кӑмпасем вӑрман ӑшне ҫур миле яхӑн ҫутатса тӑраҫҫӗ, ҫав тӗксӗм ҫутӑра Мак-Набс вӑрман хӗрринче урлӑ-пирлӗ чупса ҫӳрекен темӗнле мӗлкесене астурӗ. — Лактометр-и? — терӗ вӑл ҫырӑва вуланӑҫемӗн тӗлӗннӗ пекрех пулса. — Айртон, — хушса хучӗ вӑл, — сывӑ юлнӑ вӑкӑрпа лашана лагере илсе пырӑр. Ҫирӗм минут иртсенех яхта ӑшӑк вырӑнӑн ҫыранӗ патнелле ҫывхарчӗ, кунта шыв питех вӑйлӑ шавласа тӑрать. — Давыдов кунта-и? Акӑ, эсир ман патӑма пырса чыс тусан, хам хуҫалӑх валли мӗн туяннине кӑтартнӑ пулӑттӑм. Бутылки ҫине резинка карӑнтарса лартнӑ, запала тытса тӑраканни ӗнтӗ вӑл. Нехлюдовсемпе туслашни Ку хӗл эпӗ пирӗн пата час-час пырса ҫӳрекен Дмитрипе ҫеҫ мар, унӑн килйышӗпе те пӗрмаях курнӑҫрӑм, ку килйышпа туслашма пуҫларӑм. Ӑҫта илсе кайрӗҫ-ха Уэлдон миссиспа ун тӑванӗсене? Вӑл тав тума пӗлмерӗ. Эпӗ ун патне васкаса пытӑм. — Пурне те юсама пулать. — Ҫырлахсамӑр, — ҫухӑрса ячӗ Аркадий: — мӗнле аслӑ ҫын эпӗ ҫак тӗнчере? Анчах, тепӗр енчен, ытти пур чӗрчунсен ӳт-пӗвӗсемпе танлаштарсан, манӑн ӳт-пӗвӗм вара пачах урӑхла, ун шухӑшӗпе, эпӗ ҫакӑн пирки пурнӑҫӑн кулленхи кунӗсенче хамӑн ӑс-тӑнӑмпа та усӑ курма пултараймастӑп пулать имӗш. Ҫӳлӗ курӑклӑ ҫаранра пытарнӑ тимӗр шара ҫаран варрине хунӑ компӑспа тупма ҫӑмӑлтарах та пулӗ. — Ҫук, апла юрамасть, Мери Джейн мисс, — тетӗп эпӗ, — ӗҫ тухмасть апла, ирхи апатченех кайӑр. Сывлӑхлӑ пулӑр, ывӑлсем: эс те, Остап, эс те, Андрий! Кирлӗ мар. — Ку пӳлӗмре перевязочнӑй пулать, — терӗ Горева. Аннӳ сана ман алла панӑ, кай! — Темле шуйттан пулӑшать ӑна: хӑш чухне вӑл учитель пек ҫӳрет, хӑш чух пуп пек, хресчен пек, тӗрӗк пек те ҫӳрет; куҫпа курса юличчен улӑшӑнать — ҫамрӑк каччӑран старик пулать-тӑрать. — Ҫакна ахаль илме ҫук пулсан? Усалсем-и-мӗн эсир? — Сан шинелӳ юнлӑ: неушлӗ тытӑҫсах ҫапӑҫрӑн вара эс? — ыйтрӗ унтан Калугин. Анчах сире иксӗре те юраҫҫӗ. Акӑ, курӑр. Старостӑна вӑл ялти ҫынсем хушшинчен хӑйне пулӑшма икӗ ҫын илме хушрӗ. Чи малтанах, кайма, ларса апатланма мӗнле те пулин хӳтлӗх тупмалла. Хӑй аллинче ҫӗҫӗ пуррине курсан, мӗн тума кирлине чухласа илчӗ те вӑл, нимӗҫ ҫине хӑпарса выртса, кӑшкӑрса ячӗ: — Ме, йытӑ! Ан хирӗҫлӗр, Уэлдон миссис, лашапа эсир тата сирӗн пӗчӗк Джек пыратӑр. Пурте васкаҫҫӗ-ҫке-ха, чупаҫҫӗ кӑна! Вӑл питӗ ҫывӑхран, хӑй шинелӗн аркипе офицера перӗнес пекех иртрӗ. Тарсан авантарах пулмӗ-ши тесе те шухӑшласа пӑхрӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах труках унӑн куҫӗсем Талькав ҫине ӳкрӗҫ. — Виҫҫӗ пулать! — кӑшкӑрса ячӗ Ситников. — Апла, ҫав юрра пула пур ҫӗрте те куҫҫулӗпех йӗреҫҫӗ эппин? Пурте пӗрле ларчӗҫ, перерыв чухне площадьре уҫӑлса ҫӳрерӗҫ. Питне кайса ҫусамччӗ хӑть, атту эсӗ чиксе пӑрахнӑ сысна пек юн юхтаратӑн! Ӗне ӗнтӗ алра пекехчӗ, анчах унӑн хӳрине те курма тӳр килмерӗ… Ҫакӑнта вара Лозневой, хӑйне ыран мӗн кӗтни ҫинчен тепӗр хут шухӑшласа илсе, татӑклӑнах пӗр шухӑш ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫак шухӑш вара, каярахран, унӑн пурнӑҫне тӗп тӑваканни пулчӗ. Тӗрӗссипе каласан, кунтан ытла йӗрӗнчӗк картина шухӑшласа кӑларма та йывӑр ӗнтӗ. Зон хыҫӗнче, Тимошенкӑн электричество хунарӗнчен ӳкекен ҫутӑ ҫине куҫӗсене хӗскелесе, халат тӑхӑннӑ хӗрӗсем тӑраҫҫӗ. — Ку вӑл-и? Вӑл ывӑлне малалла тӗртрӗ, кӗҫӗн кӗрӳсем Петра хулӗнчен тытрӗҫ, вара Барская вӗсен умӗнчен пур еннелле те сура-сура мӑкӑртатса пычӗ: — Тьфу, тьфу, чир те, хуйхӑ-суйхӑ та, ӑмсану та, намӑс курасси те ан пултӑр, тьфу! Кубане те пӗтӗмпех вут хыпса илӗ… — Питех те аван, — терӗ Паганель. — Ҫапӑҫура пулма… пурпӗрех, — мӑкӑртатрӗ Увар Иванович. Крыльца умӗнче каретӑсемпе ҫунасем хыҫпа хыҫ тӑрса тухнӑ, унтах лавҫӑсем тӑпӑртатса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Баян калакан хӗрарӑм пӑхрӗ-пӑхрӗ те катаранах кӑшкӑрчӗ: — Агитатор мар-и? Веранда ҫине улӑхӑр, мистер Стумп, ларӑр, тархасшӑн. «Магацитл, Магацитл…» — тӗшмӗшле сехӗрленӳпе пӑшӑлтатаҫҫӗ марсиансем. Ывӑлӗ ӑна куҫран лӑпкӑн пӑхса, ҫирӗппӗн каласа хучӗ: — Усалли — ҫук. Эсӗ ҫывӑрма выртатӑн-и, Андрей Петрович? Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр: ҫынни ҫивӗч, ӑслӑ, хӑй тӗллӗн ҫынна тухнӑ, икӗ кӗпӗрнере ӗҫленӗ… — …кӗпӗрнинче губернатора улталаса пурӑннӑ, — астутарчӗ Шубин. Сӑвӑрмашкӑн такам ҫӳлелле сапа-сапа янӑ пек; ҫӳлтен тӑпра тӗпренчӗкӗсем сирпӗне-сирпӗне анаҫҫӗ, унтан вара, тусанлӑ та ҫӳлелле каяш пек, аяккалла тӗтӗмӗ вӗҫет. Эпӗ пӗлетӗп! Серафим пурне те, пурин ҫинчен те пӗлнӗ; вӑл рабочисемпе служащисен ҫемйисенчи ӗҫсем ҫинчен интереслӗ каласа панӑ, пурин ҫинчен те пӗрпекех ачашшӑн, кӑмӑллӑн калаҫнӑ, хӑйӗн хӗрӗ ҫинчен те, вӑл уншӑн ют ҫын пулнӑ пек, каласа кӑтартнӑ. Галлилей те Сатурн пирки ҫаплах туман-и вара? Унӑн ҫутӑ куҫӗсем каҫхи тӗттӗмре ҫӳлти ҫӑлтӑр пек кӑмӑллӑн йӑлкӑшаҫҫӗ, мӑй ҫинчи хӗрлӗ коралл шӑрҫи йӑлтӑртатать, хӗрӗн питҫӑмартийӗ вӑтаннипе хӗрелсе кайни те йӗкӗтӗн ӑмӑрткайӑкӑнни пек ҫивӗч куҫӗнчен пытанса юлаймарӗ. «Кунта! кунта!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен харӑсах. Кунта Ганс хӑйне вунвиҫҫӗмӗш эрнере ӗҫленишӗн укҫа тӳлесе татма ыйтрӗ. Епле ӗҫлӗн халӗ ӗнтӗ?.. — терӗ. Мӗн тутӑр вӑл унпа? е мӗнпе те пулин улӑштарӑпӑр тен. — Кай кунтан! — тилӗрсе пӑрахрӗ Николай Артемьевич, унтан хӗрне аллинчен ярса тытрӗ. — Кай кунтан, намӑссӑр! — …Асаплантарса тӗпчеҫҫӗ ҫакна, тем тӗрлӗ хӗн кӑтартаҫҫӗ, вӑл нимӗн те чӗнмест. Ҫамрӑк священник ӑна уҫса пӑхнӑ та латинла саспаллисемпе «Торунь ҫынни Николай Коперник пӗлӗт ҫинчи япаласем ҫаврӑнни ҫинчен калани» тесе ҫырнине вуланӑ. «Пилигрим» дрейфра, «Вальдекран» пурӗ те ҫур кабельтовра ҫеҫ тӑрать, шлюпка часах ун патне ишсе те ҫитрӗ. Манатӑр-им мӗн эсир, пирӗн пӗр лаша та ҫук вӗт. Ҫиелтен пӑхсан кӑна харсӑр пек курӑнакан, чапа е мухтава тухас кӑмӑл хӗтӗртнипе кӑна хавхаланакан Калугин та, ним тӗшне тӑман сиенсӗр Праскухин та, вӑл тӗншӗн, престолпа отечествӑшӑн пуҫне хунӑ пулин те, хӑюсӑр та ытлашши ӑслах мар Михайлов та, шухӑш енчен ҫирӗпленсе, йӗркене кӗрсех ҫитеймен пӗчӗкҫӗ ача Пест та, — пӗри те киревсӗр ҫын е повеҫӗн геройӗ пулма пултараймаҫҫӗ. Кимӗ ҫук вӗт пирӗн? — ыйтрӗ вӑл Джон Мангльсран. — Бизань-мачтӑн хуҫӑкӗсемпе пушӑ пичкесенчен сулӑ тӑватпӑр, — терӗ капитан. — Йывӑр пулсан та кун пек тума пулать, мӗншӗн тесен «Макарин» якӑрӗсем пысӑк мар. Вӗсене кайса яма май килсен, вӗсем вырӑнтан вӗҫерӗнсе каймасан, пирӗн ӗҫ ӑнассине каясах тӑратӑп эпӗ. — Турӑ сыхлатӑр мана сире кирек мӗнле ӗҫшӗн те айӑпласран! — терӗ вӑл чаплӑн. Горевӑна пӗтӗм Европӑри ҫӗршывсенчен вӑйпа хӑваласа килнӗ рабочисем пурӑнакан городокра пулса курма тӳр килчӗ, кунта халӗ сывалаканнисемпе хӑйсен тӑванӗсене шыраканнисем ҫеҫ юлнӑ. Тӗрӗксем ак хула хӗрринчи Шайковцӑ сӑрчӗ ҫинче те курӑнса кайрӗҫ. Истӑра пулӑ, уйрӑмах парттас пулӑ, ҫав тери нумай (шӑрӑх ҫанталӑкра хресченсем ӑна хӑва айӗнчен алӑпах тытаҫҫӗ). Пӗчӗк шуркутсем, унта сивӗ те ҫутӑ ҫӑлкуҫӗсемпе ула-чӑлаланса пӗтнӗ чуллӑ ҫыранӗсем тӑрӑх кӑшкӑрашса, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ; кайӑк кӑвакалӗсем, пӗве варрине ишсе тухаҫҫӗ те, асӑрханса йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ; шыв кукрисенче, шырлан айӗнчи сулхӑнлӑхра чарлансем тӑраҫҫӗ… Петр унпа пӗрле пуҫласа Чулхула ярмаркине кайсан, пӗтӗм Российӑри суту-илӳ калама ҫук вӑйлӑ пулнинчен тӗлӗнсе, арӑмӗнчен:— Епле кунта, э? — тесе ыйтнӑ, арӑмӗ ӑна:— Питӗ лайӑх. Темӗн те пур тата пурте пирӗн патринчен йӳнӗрех, — тенӗ. Шавӗ сахалтарах, усси ытларах пулнӑ пулӗччӗ.. Ун чух тӑрӑн… Аркадий, юлашкинчен, чӑтса тӑраймарӗ. Эпир фойере ҫаврӑнса ҫӳрерӗмӗр, Марья Васильевна ҫаплах Николай Антоныч ҫинчен калаҫрӗ. «Мӗнле майлашмалла-ха ӗнтӗ манӑн унпала? Вӑл сылтӑм аллипе аялтан ҫапни, ҫапма пӗлмен пушӑ хӑйне ҫавӑрӑнса тивнӗ пек, хӑйнех пырса лекнӗ. Анчах манӑн сире халӗ чӑрмантарас килмест. — Ман пирки те ҫав, — тарӑннӑн сывласа илсе ҫирӗплетрӗ Лосев. «Ҫӑмахне хыпсах ларать-ши?» Гленарван хулпуҫҫисем ҫине пуҫне тайӑнтарса чи малтан Роберт ҫывӑрса кайрӗ, ун хыҫҫӑн ыттисене те ыйӑх пусрӗ. Акӑ мӗн пулнӑ иккен: Тома пӗр япала улталанӑ, — ку япала чӑн-чӑнахах та ҫапла пулать тесе шутланӑ Томпа унӑн юлташӗсем. Эпӗ ӳкӗнме кӑна пултартӑм. Тӗрӗссипе каласан, вӗсенчен ӗнтӗ никам та хӗвел аннине курас тесе шухӑшламан. «Эрех ӗҫес килми пултӑр, те луччӗ, ватсупнӑ, эрех пички! — терӗ лешне хирӗҫ ткач арӑмӗ. Ку ӗнтӗ питӗ те паллӑ япала: ара манӑн пачах урӑх пурнӑҫ-ҫке-ха, пачах урӑхла интерес. Унтан сасартӑк чарӑнса:— Йӗкехӳресене сыхла эсӗ, — терӗ. — Аван ача ҫак Оленин, — терӗ ӑсатакансенчен пӗри. Пӑлханнине кӑтартас мар тесе, эпӗ, сӗтел ҫинчен йӗп илсе, унӑн ҫӑртине ҫип тирме пикентӗм. — Ака сана ман йӑмӑкӑм», — вара эпӗ ӑна Любочка аллине тӑсса парӑттӑм. Мана та акӑ хӗрарӑм, урӑхла каласан, арӑм, сурӑха ҫав курдюк кирлӗ пекех, кирлӗ. Анчах хӑш чухне пӗчӗк-пӗчӗк ӗҫсем те малашне мӗн курасса генилле шухӑшлама май параҫҫӗ. — Тупа тусах калатӑп сире, кактус касса илмешкӗн ҫеҫ — ав вӑл унта ӳсет; ман ӑна лаша хӳри айне чиксе хумалла. Тьфу!.. Унӑн аяккине кашни хум пырса ҫапӑнмассерен, ун ӑшӗнчен йывӑррӑн ахлатнӑ пек янӑраса илтӗнекен сасӑ тухнӑ. Ҫав сӑнавсем славянсен аслӑ астрономне Птолемейӑн тӗнче системи тӗрӗс мар пулнине кӑтартса панӑ. Ҫав системӑра Коперник пӗр тӗрӗс ҫирӗплетӳ кӑна тупнӑ, вӑл — Уйӑх чӑннипех ҫӗр тавра ҫаврӑнни. Вӑл ӑна илнине курнӑ. — Сирӗн куҫа кӑна вӑл ҫавӑн пек курӑнать. Тӗрӗссипе, хумсем пӗрре те хускалмаҫҫӗ. Улама пӑрах, теҫҫӗ сана! Вутӑ ҫӗклесе кӗр! Мана унӑн кӗсъинче пулнӑ докуменчӗсене пачӗҫ, вӗсене доктор ҫырнисемпе пӗрле конверта хунӑ пулнӑ. Ученӑйсем ҫак ӗненӳ тӗрӗс мар тесе шутлаҫҫӗ. Анчах ку йӑла ахаль халӑх хушшинче халичченех тытӑнса тӑрать-ха. Вӑл вара, пуҫне аялалла пӗксе те ҫил вӑркӑштарнипе сапаланнӑ ҫӳҫне аллисемпе тытса, хаттинелле ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрттӑн чупса кайрӗ. Эпӗ хам лашана сасӑпа та чӗркуҫҫисемпе тӗртсе ҫеҫ тыткалама хӑнӑхнӑ. Тата тарӑнрах ассӑн сывларӑм та сывпуллашма васкарӑм, мӗншӗн тесен, эпӗ питӗ пысӑк ӗҫпе каяттӑм, ҫавӑнпа тухрӑм та кӳмене кӗрсе лартӑм. Мӗншӗн вӑл ун ҫинчен мана ҫав ирех пӗр сӑмах та шарламарӗ? Сад ӑсти ӑна тивмен: ман патӑмра пурӑн, тесе те каламан, хӑваласа та яман. Латынла кӗнекесем ҫыраканни мӗн ятлӑччӗ-ха? Экспедици унӑн пурнӑҫ тӗллевӗ пулнӑ, анчах та вӑл ӑнман. Вӑл турккӑсенчен йӗрӗнет, австриецсене кураймасть. Июнӗн 8-мӗшӗнче туземецсем Мариона савӑнӑҫлӑ банкет туса панӑ, ҫавӑнта вӗсем ӑна кунти утравсен «аслӑ ҫулпуҫӗ» ятне панӑ, ҫак тӗлӗшпе унӑн шӗлепкине тӑватӑ шурӑ тӗк лартса капӑрлантарнӑ. — Ҫаплах пулать ӗнтӗ, ытлашши хытах ӗненетӗп темелле мар та, анчах чирлесен-тусан е урӑх мӗнле те пулин инкек-синкек пулсан, е тата, сӑмахран, хытӑ шартлатса аҫа ҫапсан, ун пек чухне вара сӑхсӑхатӑп, чӑннипех турра асӑнатӑп. Эпӗ Марья Ивановна енне ҫаврӑнса пӑхрӑм. Ҫавӑн чух мана сасартӑк Алексей Мересьев аса килчӗ. Мӗнле савӑнӑҫлӑ пулнӑ пулӗччӗ ун чух вӗсене!.. Пурин ҫинчен те вӑл кула-кула каласа пачӗ, — ҫавӑн пек пулать ҫав вӑл, тин ҫеҫ килсе ҫитнӗ самант савӑнӑҫлӑ пулсан, иртни вара, хурлӑхли, самантрах манӑҫа тухать. Вӑл мана ӑнлантарса пама пултарать пулӗ. — Укҫа тӑкаклани ҫеҫ. — Айта пирӗнпе пӗрле, мӑнакка питӗ лайӑх хӗрарӑм пулнине хӑвах курӑн. Ҫак самант мӗнпур ӗҫе татса пачӗ. Ҫаксене Мускавра вара пӗтӗмпех хам куҫпа хам куртӑм. Усал Мимие те — ӑна та пулин шел. Хӗрарӑмсенчен нумайӑшсем портрет ҫине хӑйсен чунне тата кӑмӑлне кӑна ӳкерттересшӗн, тепӗр чух ытти паллӑсене пӑртак та тутарасшӑн мар, пур кӗтессене те якатса, пур илемсӗр енӗсене те тӳрлетсе тухмалла, май пулсан, вӗсене пачах кӑтартмасӑр хӑвармалла. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫынсем ку пире курсан, юратса пӑрахмасан та, ытараймасӑр пӑхчӑр. Васкавлӑн кӑна туса ирттернӗ следстви вӑл чӑн та айӑпланма тивӗҫ ҫын иккенне палӑртнӑ. Вӑл хӑйӗн татӑк урисене одеял айӗнчен кӑларчӗ те, старике протезсене часрах виҫсе пӑхма васкатрӗ. Пӗр сӑмах юлмиччен тепӗр хут каласа тух-ха. Вӑрманта шӑп. Ку ӗҫ вара ӑна мӗн кирлине, вӑт мӗншӗн йытӑсене хӑваламаннине ыйтса пӗлме ҫын янипе пӗтет. Анчах акӑ тата тепӗр мӑшӑр куҫ. Кирлӗ мар мана! — терӗ те мучи йӗрӗнчӗклӗн ҫаврӑнса ларчӗ. Шхуна ҫинче вуниккӗн тӑрса юлнӑ. — Аялта-и? Ҫапла, аялта. Тарма пӗчченшерен ҫеҫ юрать. Пӗлетӗн-и, тӑванӑм, ӗҫсем мӗнле тӗлӗнмелле? Вӗсем ҫӑмарта евӗрлӗ пӗрешкел шлемпа, мӑйне тата питӗн аял пайне хуплакан хулӑн ҫухаваллӑ, кӗмӗл тӗслӗ сарлака курткӑпа. Эпӗ Питер Уилксӑн шӑллӗ — Гарви, ку унӑн тепӗр шӑллӗ — Вильям, вӑл хӑлхасӑр-чӗлхесӗр, калаҫаймасть, пачах илтмест, халӗ ак хӑрах алли ҫеҫ ӗҫленӗ пирки паллӑсем те тӑваймасть. Майор хӑйӑр кӗрчӗсен ҫывӑхӗнче ҫӗр каҫмалли вырӑн хатӗрлеме пикенчӗ. Апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем юлашки хут апатланнӑ каҫхи апатран пӗрре те юлмарӗҫ, майора курса ҫулҫӳревҫӗсенчен кашниех хӑйӑр ҫине чавса вырӑн турӗҫ те, янах таранах хӑйӑрпа витӗнсе, канлӗн ҫывӑрса кайрӗҫ. Пӗр-пӗринпе ытакланса пайтахчен эпир сӑмах чӗнмесӗр ҫӳрерӗмӗр. Ӑна туйӑмсене ҫӑварлӑхласа тата тасалӑх урлӑ ҫеҫ тупма пулать. Ҫутӑ илсе килчӗҫ, алӑк уҫрӗҫ, — голова, тӗлӗннипе, ӑхлатса илчӗ: коморӑра унӑн хӗрпултӑрӗ пулнӑ имӗш. Хӑй моряк иккенне пытарса пурӑнакан ҫын мар-ши вӑл? Петр хытах кӑшкӑрашма тытӑнчӗ. Наука халь кометӑсем мӗнле пулса кайни ҫинчен татӑклӑнах калаймасть-ха. Сӑмах тупаймасӑр, вӑл аллисене сарса пӑрахрӗ, унӑн аллисен ирӗклӗ те илемлӗ куҫӑмӗ шухӑша сӑмахпа каланинчен те лайӑхрах ӑнлантарса пачӗ:— Ак эпӗ Поднебескӑсене сӑнарӑм, — терӗ Лена, хӑй каланисем хыҫҫӑн юлташла ҫывӑх пулма тивӗҫ илнӗ пек, Воропаев ҫумне ларса. Кӑҫал ҫав хӗршӗн мӗн чул намӑс пулчӗ. Ҫав самантрах пӑшал сасси пулчӗ, майор кӗтӳ ҫине май килнӗ пек персе выртать. Эсӗ ҫуллахи шӑрӑх кунсенче таса сывлӑш кассӑн-кассӑн юхса, улшӑнса тӑнине асӑрханӑ пуль. Сывлӑш юхӑмӗн хыҫӗнче япаласем яланах чӗтреннӗ пек туйӑнаҫҫӗ, хушӑран вӗсем сарӑлса каяҫҫӗ. Эпир ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра та ҫавӑн пекех пулать. Сывлӑш Ҫӗр ҫинче яланах хускалса тӑрать. Ҫавӑнпа ҫӑлтӑрсем шӑранса сарӑлнӑ пек тата эпир шухӑшланинчен пысӑкрах та пек туйӑнаҫҫӗ, ҫавна пула сахалтарах та ҫуталаҫҫӗ. Ҫӑлтӑрсен тӗнчи ракета чӳречинчен питӗ илемлӗн курӑнать. Унӑн илемӗпе нимӗскере те танлаштарма ҫук. Эпир пӗр чарӑнмасӑр ерипен ӳссе пыракан Уйӑх ҫине пӑхатпӑр. Ахальтен мар эпир ҫак чаплӑ ҫулҫӳреве тухрӑмӑр — кунта яланах мӗн те пулин ҫӗнӗ пӗлӳ илетӗн. Магазин хыҫӗнчи чиркӳ тӑрринче кашни кунах салхуллӑн чан ҫапаҫҫӗ. — Ну мӗн, ну мӗн? — ыйтрӗ вӑл, пӗрре сылтӑм енӗпе, тепре сулахай енӗпе йӑпӑлтиллӗн чупкаласа пырса: — Каларӑм вӗт: чаплӑ ҫын! Темле хуйхӑрмалла пекчӗ унпа, ҫитменнине ӑна шелччӗ; пӗрмаях унӑн вичкӗн юррисем тата лӑпкӑ хуйхӑ витӗр савӑнӑҫ сӑрхӑнтарса тӑракан гитара сассийӗ аса киле-киле каятчӗ. Кайтӑрах! Эсӗ кунта пурӑнма юрататӑн вӗт, Гек? Эпӗ алла сӗтел ҫине, ак ҫапла, аллаппипе аялалла хурӑп, эсӗ каланӑ май манӑн алӑ ҫине пӑха-пӑха илӗн. — Эсӗ мӗн ханшапа суту тӑватӑн-им? — ыйтрӗ Черняк. Кулаксен Поддубецри юлашки ӗҫне те тӗпчесе пӗлнӗ, унта вӗсен аллинчен пирӗн юлташ Хороводько пӗтрӗ; вӗлерекенӗсене — арман хуҫипе унӑн кӗрӳшне — арестленӗ, вӗсене ҫитес кунсенчех кӗпӗрне сучӗн сессийӗ килсе суд тӑвать. Апрель пуҫламӑшӗнче союзниксем Эммерихран пуҫласа, Страссбург таранах Рейн урлӑ каҫрӗҫ; Монтанелли ҫинчен эпӗ нихҫан та усал сӑмах илтмен, ӑна пит лайӑх ҫын тесе шутланӑ. Июнь уйӑхӗнчи шӑрӑх кастарать. Ҫӗршыври законсем, вӑрҫӑ ӗҫӗсем тата партисем. — Ҫук, эсӗ ӗҫтер-ха, — хистерӗ Белецкий, Марьяна еннелле ҫаврӑнса. Джемма вара унтан та ытларах! Вӗсем те кӑмӑллӑн ун майлӑ калатчӗҫ: — Пӗҫертсе илес килет эппин! Шӑпах 17 сехетре эпӗ Слепушкин патне пытӑм, 18-мӗш сехетре мана ГУ кадрне кӗртрӗҫ те чи Инҫетри Ҫурҫӗре, хайхи Р. патне ӗҫе кӗме, командировка пачӗҫ. Эпӗ ӑна: ку пустуй сӑмах, тетӗп, анчах вӑл ҫилленет: — Тур-рӑҫӑм! — Ҫапла эсӗ, Жухрая хӑтартӑм, терӗн? — Вӗсем килӗсене кайса пӗтрӗҫ, хальччен тӑмаҫҫӗ-ҫке вӗсем, — терӗ Цанко, мухмӑрӗ йӑлт сӗврӗлнине туйса. Питне чӗркелесе пӗтернӗ, кӑвак мӑйӑхӗсем — юнлӑ, пысӑк куҫхаршийӗсем айӗн пӑхакан куҫӗсенче виҫесӗр тунсӑх, аран ҫеҫ шӑнарса тӑракан ҫилӗ хӗлхемӗ йӑлкӑшать. — Ӑнла-антӑм, — тӑсса калана Ефим. — Тупата туршӑн, анне, халӗ манӑн, темскер, пӗртте ҫиес килмест. — Эпир кунта пӗр ҫӗр кӑна каҫӑпӑр, — терӗ ватӑ Том. Унпа пӗрле пайтах йывӑр кунсем чӑтса ирттернӗ; вӑл хӑй циркулярсене, инструкцисене тата ларусене юратнипе тем тери йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулин те, ӑна хӗрхенеҫҫӗ. Хм. Эпӗ шухӑша путрӑм, ытла та салхуллӑ шухӑшсем. — Кӑтарт-ха! Кӑшт-кашт вӑй кӗнӗ хыҫҫӑн Павел каллех ЦК-на персе ҫитрӗ. Европӑри государствӑсем хушшинчи вӑрҫӑсен сӑлтавӗсем. Ку вӑл пуҫламӑш сӑмахӑм кӑна-ха. Уэлдон миссис самантлӑха пуҫне лаштах усрӗ. Ку тискер ҫӗршывра тем те пулӗ — кӑна вӑл пӗлет. Ҫакна ман хуҫа пирӗн ҫӗршыври ҫынсем пӗр-пӗринпе тавлашса сутлашнипе пӗр пекрех тесе шутлать. Пирӗн ҫул малалла питех те йывӑр, вӑл хӗрӗх пилӗк градус таран чалӑш выртать, хӑвӑрт шуса анасран сыхланса ҫеҫ пымалла. — Вӑл Тристан д'Акунья пек те туйӑнать, — терӗ Гленарван. Эпир малтан ачасем ашкӑнма пуҫлӗҫ тесе шухӑшланӑччӗ, анчах урӑхларах пулчӗ. — Чарӑн, — терӗ Берсенев. «А мӗн, пансем, пур-и-ха йӗнӗсенче тар? Эпӗ алла унӑн ҫинҫе те вӗри пӳрнисем хушшине чикрӗм. Хурлӑхлӑ та кӑмӑллӑ шӑплӑха уҫах мар сасӑпа калакан сӑмахсем ӳкеҫҫӗ: — Аллисене сарса пӑрахса, пӑталаннӑ пек карӑнса выртатчӗ те… — Мӗн вӑтанатӑр? — терӗ амӑшӗ салхуллӑн. Анчах эпӗ король ҫарне пӗтӗм вӑрҫӑ хатӗрӗсене тумланса йӗркеллӗн пынине курсан, мана хам шухӑша улӑштарма тиврӗ. Тепӗр икӗ минутран чӑнах та Михайло князь кӗчӗ. — Куҫ япӑхрах курать, — тӳррипех каларӗ Андрей. Вӑл эрех ӗҫмен, табак туртман, ҫынсемпе ятлаҫман, турӑ ячӗпе те тупа туман. Мӗн иккенне амӑшӗ пӗлмен, ачи тӗлӗкпе сӗмленет пулӗ, тесе шутланӑ вӑл. Ку пӗлӗтсем ҫӗр ҫине, хумсене ҫил тӑпӑлтарса кӑларнӑ вырӑна, тата тин ҫеҫ ҫуралакан симӗсрех кӑпӑксемпе витӗнеймен хум ҫине кӑтрашкаллӑ купасемпе аялалла вирхӗнекен ҫуткам-кӑвак хумсем евӗрлех курӑннӑ. Уйрӑм сӑмахсем тӑрӑх вӑл хӑйсем ҫухални ҫинчен ҫынсем мӗн каланине пӗлчӗ: вӗсем шыва кӗнӗ чухне анса кайнӑ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ-мӗн ҫынсем, унтан ҫынсем сулӑ ҫуккине курах кайнӑ; кайран тахӑш ачи Томпа Джо хӑйсем ҫинчен хулара «часах илтӗҫ» тесе каланисене астуса илнӗ. Вара ҫавӑнти ӑслӑ ҫынсем пуҫӗсемпе шухӑшласа пӑхнӑ та ҫакӑн пек шутланӑ: ачасем сулӑпа анаталла анса кайнӑ та пирвайхи пӗчӗк хуланах ҫитсе тухнӑ. Анчах кӑнтӑр тӗлӗнче суллине тупнӑ, вӑл хуларан пилӗк-ултӑ милре Миссури шывӗ хӗрриле ҫитсе ҫапӑннипе ҫынсем малаллахи ӗмӗчӗсем те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларнӑ: ачасем, паллах ӗнтӗ, шыва анса кайнӑ, ахаллӗн вӗсем хырӑмӗсем выҫнӑран каҫалапа киле те пырса ҫитетчӗҫ, тен, малтанрах та ҫйтетчӗҫ пулӗ. Радио ҫыхӑнӑвӗ ик-виҫӗ куна татӑлнӑ; унӑн айӑпӗ ҫак кунсенче Ҫӗр еннелле таврӑннӑ Хӗвел ҫаврашкин питӗ нумай пӑнчисем иртсе кайнипе пулнӑ. — Эпӗ темиҫе хут та шаккарӑм, анчах эсир чӗнмерӗр, эпӗ эсир килте ҫук пуль тесе, — терӗ те старик ӑна записка тыттарчӗ. Халь ӗнтӗ каялла ҫаврӑнса каймашкӑн аван та мар. Вара ҫак сӑмахсем тата ҫамки ҫинчи хутланчӑк ӑна мӗн калассине хӑйсемех пӗлтерчӗҫ. Фома унӑн сӑмахӗсене илтмен. Юратмастӑп нимле мӑкшӑна та, ҫав калмӑк таврашсене, персиянсене, нимӗҫсене тата тӗрлӗ вак халӑхсене те… Шӑпах ӗҫ — упа, унӑн тухса кайма сӑлтав та ҫук, вӑл сана ытамласа илнӗ те тытса тӑрать, ниҫта та ямасть. Мӗн тӗлӗнмелли пур унта? — Халӗ ӗнтӗ пур пӗрех, кирек кам каласа панӑ пулсан та, — терӗ доктор. Апачӗ, апачӗ мӗнле тутлӑ! Лешӗ урамра чылайччен кантӑк ҫине кичемӗн пӑхса тӑчӗ. Шӑлан плантацийӗсем нихҫан апла пулман пек пит ӑнса ҫеҫкене ларчӗҫ. Уй-хир те ытармалла мар лайӑх тырӑ пуласса ӗмӗтлентерчӗ ҫав та, чипер пуҫтарса кӗртме кӑна пӳрмерӗ… Пӗр штрафӗнче мана унпа юнашар пӗр пурҫӑн тутӑрпа пӗркенсе ларма тиврӗ: ман ӑна хамӑн вӑрттӑнлӑха пӗлтермеллеччӗ. — Ромочка, халӗ юлашки самах, — васкавлӑн, анчах салхуллӑ та пӑшӑрхануллӑ сасӑпа каларӗ Александра Петровна. — Йывӑҫ касса ӳкерчӗ! — терӗ Бирюк. Паганель гипотези, Аргентинӑн провинцийӗсенче чӑнахах та килӗшӳллӗ пулнӑскер, Австрали тӗлӗшӗпе вырӑна килмест. Ҫак ыйтӑва пуҫласа тапратнӑ Мак Набспа тавлашса кайсан, Паганель хӑй те кунпа килӗшрӗ. Анчах вӑл вӑхӑтра Гленарван пӗр япала асӑрханӑ, Паганель ӑна ҫавӑн ҫинчен ӑнлантарса парать. Анчах вӑл ятсене кунта никам та илтмен. Ҫапах та Паганель ҫынна ҫын ҫиессин тӗп сӑлтавӗсем асаплӑхпа выҫлӑх пулса тӑраҫҫӗ тесе хыттӑнах ҫирӗплетсе, Ҫӗнӗ Зеландири дикарьсем кӑна мар, Европӑри дикарьсем те ҫак сӑлтавсем пиркиех ҫынна ҫиме пуҫланине кӑтартса пачӗ. Халӗ Озириспа Изида мистерийӗнчи чи аслӑ акт ҫывхарса килнӗ… Ниепле те тытма ҫук-ҫке ӑна? Совет Союзӗнче шкул ачисем темиҫе миллион. Кашни шкул ачин, хӑй пурӑннӑ вырӑнтан аякра та мар метеорит ӳкни ҫинчен пӗлсен, шырама каймалла е ун ҫинчен ҫывӑхри обсерваторине е Наукӑсен академине пӗлтермелле. Кун пек пӗлтерӗве шкул урлӑ ярсан, паллах тата авантарах пулмалла. Эсир, ҫак кӗнекене вулакан юлташсем, метеоритсене шыранин пахалӑхне ӑнланса илсен, тӳпе ҫинчен калакан наука метеоритсене малтан тупнинчен ытларах тупӗ. Вара манӑн ӗнер аннепе пурнӑҫра пӗрремӗш хут тавлашмалла пулчӗ, тата чылаях хӗрӳллӗн, — вӗҫлерӗ Дмитрий сӑмахне, вӑл хӑй епле тавлашнине аса илчӗ пулас, мӑйне шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек хускаткаларӗ. Хӑш чухне офицер юрлатчӗ, тата алӑ тупанне ҫамки ҫумне тытса, темле антӑхнӑ пек, уҫах мар сасӑпа сӑмахсем калатчӗ. Гусев бронзӑпа витнӗ алӑка хул пуҫҫипе тӗртсе уҫма хӑтланчӗ. Ҫӗр каҫа хӗненӗ ӑна… Емельян вара, авӑ, ӗлӗк Луганск заводӗнче чиркӳ хорӗнче юрланӑ, сасси ун питӗ янравлӑ пулнӑ, нотӑсене вӑл лайӑх вулама пӗлнӗ, халь ӗнтӗ пӑхӑр та курӑр, мужика тухса кайнӑ, пиччӗшӗ пулӑшнипе ҫеҫ пурӑнкалать — лешӗ ӑна хӑйӗн лашисемпе ярать те ҫавӑншӑн ӗҫлесе илнӗ укҫин ҫуррине Емельяна парать. Садсемпе тата иҫӗм ҫырли пахчисемпе вакланса пӗтнӗскер, вӑл ялтах вӗсен куҫӗ умӗнче, ӑна хӗррисенчен тытма, ҫӗклеме тата йӑтса кайма та пулнӑн туйӑнать. Кӑнтӑрлахи кӗлӗренех кӗтетӗп ӗнтӗ эпӗ сире кунта. — Эсир мӗне те пулин пӗтӗмпех парӑнма ҫӑмӑл тесе шухӑшлатӑр-и? Вилессе ӗнтӗ вилетӗнех-ха эсӗ, тӑванӑм, Давыдов, нимӗн иккӗленмелли те ҫук! — Мӗнле ӗҫсем? — хаяррӑн ыйтрӗ Челкаш. Ӑнлантӑн-и?? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Пирӗн бюрократизма йӗркеллӗн аркатма та вӑй ҫителӗклех. Утрав ҫынни Чӑнкӑ та чуллӑ ту айккинчен гравий тӑкӑнчӗ те, кӑшӑртатса тата йывӑҫсен хушшинче сиккеллесе, анаталла чупса анчӗ. Праскухин вара ложементалла чупсах кайрӗ. Ҫапла эпӗ шӑпах ҫур сехет каялла кайрӑм, хама чӗнмеҫҫӗ-и-ха тесе итлесе пыратӑп. — Тинех ҫывӑрса кайрӗ, вӗри чакнӑ, — терӗ амӑшӗ. Эсӗ итле, малалла тата усалрах! — Ӗҫнӗ-им? — ларкӑч ҫинчен каялла ҫаврӑнса пӑхса, кӑмӑллӑн кулса ыйтрӗ извозчик. — Мана «статистикӑна йӗркерен кӑларнӑшӑн», паллах, айӑплама пулать, анчах ҫын чирлеме те, вилме те пултарать, вӑл тӗлӗшрен нимӗнле цируляр та ҫук пулас. — Ӑна та астумасан тата! Автоматлӑ ракета Ҫӗрпе Уйӑх хушшинчи тӗнче уҫлӑхне, хамӑр килнӗ пекех, вӑйлӑ радиосигнал пулӑшнипе вӗҫсе ҫитнӗ. — Э, ухмах… — Ҫапла, юратӑвӑмҫӑм ман, кашни хӗрарӑм пекех хӑтланчӗ вӑл. — Илткеленӗ. Халь Неюро Динго куҫӗ тӗлне пулас мар тесе унчченхинчен те ытларах асӑрханчӗ. Ал тупанӗсемпе чавсисем ӳте якан та тип-тикӗссӗн сӗртӗнни ӑна, тем лайӑххи, пылакки пуласса систерсе, йӑлт та йӑлт сиктере-сиктере илнӗ. Турт! Йӑлтах ӑнланнӑ вӗсем, тӑшман полк оборонине вӑтаҫӗртен татса кӗнине те, нимӗҫ танкӗсем Вазуза хӗррине пырса тухнине те ӑнланнӑ, анчах ҫапӑҫма пӑрахман. Кӗлете кӗрсе, вӑл ывӑҫ тулли тулӑ илчӗ те кантӑк умне сапрӗ. Тӗлӗнтермӗш пулса иртет: сӑмахсем — малтан сасӑсем кӑна, — унтан тӗтрелӗхрен тухакан ӑнлавсем майӗпен-майӗпен пурнӑҫ сӗткенӗпе тулаҫҫӗ. Паттӑртарах пулмалла! — хастарланчӗ Иванчо Йота. — Хӑйне хӑй тата епле юратать, йӗрӗнмелле, — каллех пӳлсе хучӗ Павел Петрович. Вара ун чух ҫакӑн пек тамаша сиксе тухать: этем хӑй ҫинчен йӗвен хывӑннине сисет те, хӑлхинчен ҫӳлерех сикме тытӑнать, унтан тӗк пек, унталла-кунталла вӗлтӗртетсе каять… Ӑслӑлӑха ӗлӗкхи вӗрӳ-суру тӗнӗн вӑрттӑн ӗҫ-пуҫӗсенче те шыранӑ вӑл ҫаплах, ҫавна пула капищӑсене ҫӳренӗ, парнесем кӳнӗ: питӗ хӑватлӑ Ваал-Либанона, Тирпа Сидонра ана, пултарулӑхпа аркану туррине, тинӗсре ҫӳрекенсен хӳтлӗхне, Мелькарт ятпа чысланӑ, Сивах оазисӗнче Аммон тесе чӗннӗ, ун кӗлетки унта, уяв картине ҫул кӑтартса, пуҫ сулнӑ, халдейсен вӑл Бэл ятлӑ пулнӑ, хананейсен — Молох; пуҫҫапнӑ ҫаплах унӑн арӑмне — хаяр та вӗри туйӑмлӑ Астартӑна, ытти хрӑмсенче Иштар, Исаар, Ваальтис, Ашера, Истар-Белит тата Атаргатис ятсем илнӗскере. Патша лӗхлетсе кулса янӑ: — Ҫак ҫыннӑн туйине ил те ӑна ҫурмаран хуҫ, — хушнӑ вӑл хӑй салтакӗсенчен пӗрне. Вӑл сӑмах хушма та пултараймарӗ, таврана пӑшӑрханса пӑхкаласа илчӗ. Унтан ывӑлӗн ҫирӗп те йӑрӑс кӗлетки ҫине ӑшшӑн, ачашшӑн пӑхса илсе, вӑл васкавлӑн та шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Тур ҫырлахтӑр санпа! — Хура Йытӑ карап ҫинче пӗрле ҫӳренӗ хӑйӗн тусне, хӑйӗн юратнӑ Биллине, «Адмирал Бенбоу» трактирте пурӑнаканскере курма килчӗ. — Кӗнекерен вӑл, — ӗненӳллӗн хушса хунӑ Фома. Вӑл ҫав хӗрарӑма хӑйпе юнашар тӑратать те, ун куҫӗ умне ҫав самантрах тӗлӗнмелле ҫӑмӑл, кӑмӑллӑ, тул енчен илемлӗ, шал енчен ырӑ та лӑпкӑ, ӗҫе юратман вуншар ҫынсене кунсеренех курмасӑрах пурӑнма май паракан пурнӑҫ тухса тӑрать; ҫав ҫынсем, ялан темшӗн кӑмӑлсӑр ҫӳрекенскерсем, е кӑшкӑраҫҫӗ, ӳпкелешеҫҫӗ е, улталама тӑрӑшса, суяҫҫӗ, вӗсем йӑлӑхтармалла йӑпӑлтатни, пытарма пӗлмен, анчах та ӳссех пыракан курайманлӑх пекех, тарӑхтарса ҫитерет. Курӑн-ха, эпир мӗнле самайланӑпӑр! — Малтанхи ҫулсенче эпӗ пилӗк теҫеттин акаттӑмччӗ, каярахпа, тӗрекленсе ҫитсен, тата хытӑрах мекеҫленме тытӑнтӑм: виҫшер, пиллӗкшер тата ҫичшер круг акса илеттӗмччӗ, авӑ епле! Чӑнах та, ҫавӑн хыҫҫӑн сассине ҫухатрӗ вӑл. Доктор хӑй тухса кайнӑ чух мана темле электричествӑпа ӗҫлеттермелли япала парса хӑварнӑччӗ, ун пирки эпӗ мансах кайнӑччӗ, халӗ ҫеҫ акӑ темӗн пирки кулса ятӑм та сивӗре лашанни пек час ирӗлмен ҫӑра пӑс хам ҫӑвартан тухнине асӑрхасан, ҫав япала ҫинчен аса илтӗм. — Николай, — хӑваласа яр ӑна! Кам ҫакӑн пек туман, вӑл ӑнсӑртран кӑна ҫавӑн пек тумасӑр юлнӑ. Ун айӗнче симӗс мӑкпа хупланнӑ пысӑках мар вар пур. Ку вара хӑйӑрла ейӳсем тата ман чӗркуҫҫи патне те аран ҫеҫ ҫитекен лутра йывӑҫ тӗмисем пытарса тӑраҫҫӗ. Унӑн тӗпӗнче эпӗ качака тирӗсенчен тунӑ хӳшӗ куртӑм. Англире кун пек хӳшӗсене цыгансем хӑйсемпе пӗрле турттарса ҫӳреҫҫӗ. Василий чавсисен хусканӑвӗсем тӑрӑх, эпӗ вӑл укҫа хутаҫҫи салтнине асӑрхарӑм; ыйткалакан, сӑхсӑхса пуҫ тайма чарӑнмасӑр, кустӑрма ҫумӗнчех чупса пырать, вӑл кӗҫ-вӗҫ таптанассӑн туйӑнать. «Турӑ ячӗпе ыйтатӑп та», — тет вӑл. — «Дункан», ун ҫинче каторжниксем… Тихон ҫынсенчен вӗсем мӗн шухӑшланине ыйтса пӗлни палӑрман, вӑл ҫынсене хӑйӗн пӗрмай мӑчлатакан, кайӑкӑнни евӗрлӗ куҫӗсемпе нумайччен тинкерсе пӑхнӑ та, вӗсен шухӑшӗсене ӗмсе илнӗ пек, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен, хӑйне пӗлме те кирлӗ мар япаласем ҫинчен калама пуҫланӑ. — Вӗсем тата? Унӑн хуйхи-суйхи мӑн ҫын хуйхи-суйхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑран тата хӑйӗн пуҫне ҫак минутра тепӗр ҫӗнӗ пысӑк шухӑш пырса кӗнӗрен манчӗ вӑл ӑна. Ҫитӗннисем те ҫавӑн пекех, хӑйсене пӗр-пӗр ҫӗнӗ шухӑш илӗртме пуҫласан, унчченхи хуйха манаҫҫӗ. Вырӑн ҫинче атте мар, пӗр хура сухаллӑ мужик ман ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса вырта парать. — Эсӗ мана Гнедых ҫинчен каласа ан лар. — Эпӗ сирӗнпе ниепле те килӗшме пултараймастӑп, — тесе ответленӗ Сломан. Ҫӗр, хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра гигантла пӗтӗркӗч евӗрлӗ ҫаврӑнса, ҫав вӑхӑтрах Хӗвел тавра та ҫӳрет. Ҫутӑ Горевӑн куҫӗсене пӗр самантлӑха йӑмӑхтарса ячӗ, унтан вӑл пӳлӗмре ҫынсем нумаййине асӑрхарӗ те, ирӗксӗрех алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Разметновпа, хуторта пулнӑ ытти активистсемпе паллашрӑм, Нагульнова вара эпӗ пӗлетӗп, унпа хутора киличченех тӗл пулнӑ, вӑл пирӗн патӑрта райкомра та пулнӑ. — Итлӗр! — терӗ Дик Сэнд. — Ыран. Чиркӳ чанӗ ҫапса яни мӗнпур шыва пӗр хӑватлӑ хускавпа хумхатса янӑ, шыв вӑрахчен ярӑнуллӑн чӳхенсе тӑнӑ, унӑн варринче пӗр тӗлте ҫутӑ чӳхеннӗ, ҫав ҫутӑ вӑта ҫӗртен тӗттӗм инҫетелле сарӑлса пынӑ, унтан, шупкаланнӑҫем шупкаланса, ирӗлсе пӗтнӗ. — Вӑл питӗ лайӑх хӗрарӑмччӗ, — терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑйне такам сӑхман аркинчен туртнине туйса илчӗ. Айртонпа икӗ матрос йывӑр колымагӑна лачакаран кӑларма пикенчӗҫ. Вӑкӑрпа лаша, юнашар кӳлӗннӗскерсем, ӑна мӗнпур вӑйӗсемпе халь-халь ҫурӑлса тухас пек туртаҫҫӗ. Шурӑ акаци чечекре, сывлӑша тутлӑ шӑршӑ тулнӑ. Лавкаран манпа пӗр пек ҫулхи шурӑ ҫӳҫлӗ, харсӑр куҫлӑ арҫын ача сиксе тухрӗ, вӑл хытӑ сасӑпа: — Эсӗ мӗн тума тухрӑн, Марья? — тесе, кухньӑналла кӗрсе кайрӗ. Анчах хаттӑ патне ҫитме пит ҫӑмӑлах пулмарӗ. Вӑл хӑй аллине йӗкӗт чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Тепӗр кунне вӑл Шурочкӑран кӗске кӑна ҫиллес ҫыру илчӗ:«Кунашкал тума урӑх нихӑҫан та хӑю ан ҫитернӗ пулӑр, Ромеопа Джульетта тути-масиллӗ ачашлӑхсем кулӑшла, уйрӑммӑнах тата вӗсем ҫар пехотин полкӗнче пулса иртеҫҫӗ пулсассӑн». Ҫак тӑшман Трофимах илер-ха: мӗншӗн вӑл, калӑпӑр, Яков Лукича пӗр хут та пулин сӗксе курман, пӗрмай мана хӑваласа ҫӳрет? — Эх, мӗскӗн, тарса та кайнӑ пуль, — мӑкӑртатрӗ Марко, вите алӑкне питӗрменнине асне илсе. Хӑй пит те чӗрӗскер пулнипе, хӑй юратни ҫинчен каласа парса, тӳрех ответ ыйтма: юрататӑн-и е юратмастӑн-и? тесе ыйтма шут тытнӑ. Джима эпӗ патшасем ҫинчен, герцогсемпе графсем ҫинчен нумай вуласа паратӑп: вӗсем мӗн тери капӑр тӑхӑнса ҫӳренӗ, пуян пурӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне «мистер» тесе чӗнес вырӑнне «сирӗн величество», «ырӑ ҫыннӑмӑр» теҫҫӗ. Джим куҫне чарсах итлет, — питӗ тӗлӗнет вӑл. Хурне тата хӑйне ывӑнтарса ҫитернӗ хыҫҫӑн, палламан ҫын тарне ҫамки ҫинчен шӑлса илнӗ те кӑшкӑрса янӑ: — Марья, Хавронья Ивановнӑна кунта чӗн-ха! Ку вӑл — эпир мӗнпурин тӗлӗшпеленех курмӑш та илтмӗш пулни. Сывпуллашнӑ май эпӗ тата темскер мӑкӑртатрӑм, Кораблев тилӗрсе кайса ман паталла ыткӑнчӗ, эпӗ вара хам пӳртрен тухса кайнине те сисмесӗрех юлтӑм. Разметнов пынӑ ҫӗртех е кулса илет, е каҫса кайсах аллипе сулкалать, е кӑтра сарӑ мӑйӑхне пӗтӗркелет, тутӑ кушак аҫи пек, куҫне хӗсет, хушӑран, пӗр е тепӗр хӗрарӑм чуна ытла та килӗшнине аса илсе пулас, пысӑк черкке эрех ӗҫнӗ евӗр, эхлетсе ярать, вӑхӑтран вӑхӑт ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илет: — Ну, ну! Ах хӗрарӑм! Инкек пулнӑ ҫынна малашне мӗн пулма пултарассине вӑл халех калама пултараймасть. Вӑл темиҫе ҫара ҫерҫи чееленсе тытма пултарнӑ та, вӗсене те ҫӑтса янӑ, вӗсен чӗрнисене ҫеҫ пӑрахса хӑварна. — Кам пӗлет, тен санӑнах ҫав страницӑна уҫса вуламашкӑн тӳрӗ килӗ». … — Дик Сэнд малашне Америка флочӗн мухтавӗ пуласса шансах тӑратӑп эпӗ. Унӑн пачах шӑхӑрас килменнине, пӗр мана тарӑхтарасшӑн кӑна ҫакнашкал айкашнине те аванах туйса илтӗм. Ох, хӑратӑп эпӗ… — терӗ. Хӑв эсӗ мӗн тери маттур йӗкӗт, — нимӗн те калаймӑн, анчах арӑмна тыткалаймастӑн! Ҫӗре часах ҫитеретӗн-и? Хур нимӗн те чӗнмен. Эпӗ пушшех илтеймерӗм пулас. Ҫав пӗрремӗш каҫ Воропаева Горевӑн тӳсӗмлӗхӗ кӑна тӗлӗнтерчӗ. Сире турӑран хӑранӑ пекех хӑратса пурӑнать-тӑр-ха? Мӗн тума пултараҫҫӗ-ха вӗсем, ҫӗлен-калтасем, ҫакӑн пек ҫӗршывпа? Томшӑн пурнӑҫ ниме юрӑхсӑр япала пек, ӗмӗр Ирттересси йывӑр ҫӗклем пекех туйӑнса кайрӗ. Ура ҫине, Роберт! Вӑл хӑй умӗнче пурнӑҫӗ кашкӑр аллине лекнӗ ҫынна курчӗ. Мӗн тума кирлӗ-ха вӑл? — Ан ман ӗнтӗ, ачам, ҫакна. Шурӑ йӗм тата ҫавӑн пекех кӗпе тӑхӑннӑ, хура ҫӑмлӑ кӑкри ҫинчи кӗпе ҫухавине вӗҫертсе янӑ, — вӑрӑм, кӑнттам, типшӗмскер, вӑл мана чӑнах та килсӗр апостол, чӑнлӑх ҫинчен вӗрентсе ҫӳрекен ҫын пек курӑнчӗ, — эпӗ хам ӑшӑмра вӗсем ҫавӑн пек пулмалла тесе шутланӑччӗ. — Хӗрхенместӗн-и эс ӑна? Унӑн пӗтӗм савӑклӑхӗ, хӑйне манпа тӑванла тыткаласси сасартӑках ҫухалчӗ, кулли те йӑлтах урӑхланчӗ, мана ют ҫӗршывран килнӗ хӗр мӗнле пулмалла пек туйӑннӑччӗ, вӑл та, ҫӳлӗ пӗвесӗр пуҫне, сасартӑках ҫавӑн пек пулса тӑчӗ. — Чӑт, Рада! — салхуллӑн каласа хучӗ ӑна Бойчо. Петрпа Никита ун ури вӗҫӗнче пӗр чӗнмесӗр, салхуллӑн пӑхса тӑчӗҫ, ашшӗ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳресе, такамран пӗрмай:— Неушлӗ сывалмӗ, э? — тесе ыйтрӗ. Батпа Остин, Уэлдон миссис ҫумнерех пулӑр, кирлӗ пулсан — пулӑшӑр. Малалли Эпӗ хамӑн аннене тӑхӑр ҫул курман, те чӗрӗ вӑл, те шӑммисем нӳрӗ ҫӗр айӗнче выртаҫҫӗ ӗнтӗ — нимӗн те пӗлместӗп. Исидорӑна ӳсӗр индеецсен аллинчен хӑтарнӑ кунтанпах мустангер ун чӗрине кӗрсе вырнаҫнӑ. «Юри путарнӑ», — шухӑшларӗ те вӑл, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм пичӗ пек ҫемҫе питлӗ Мордвинова хӑй куҫӗ умӗнче тӑнӑ пекех курса, ҫав вӑхӑтрах ҫак ҫын кама та пулин вӗлерме пултарасса ӗненмерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Вакула ҫенӗке кӗчӗ те, утӑ ӑшне кӗрсе выртса, кӑнтӑрлачченех ҫывӑрчӗ. Ӑна виҫҫӗмӗш бригадӑна ячӗҫ, вара вӑл хаваслансах бригада будкине пырса вырнаҫрӗ. Вӗсен урисем вӗҫӗнче виҫӗ йытӑ выртаҫҫӗ. Кимӗсем ҫинче дамӑсемпе господасем лараҫҫӗ, вӗсем пурте ҫав вырӑна курма каяҫҫӗ. Киле мӗнле урса таврӑннине каласа пама та йывӑр. Вӗсем… хурахсем — ҫылӑхлӑ ҫынсем. Ҫапла калать те вӑл, ҫӑмӑл аллипе ӑна ӗнсерен тыттарса ярать, Петруҫ вара, ура айӗнчи ҫӗре курмасӑр, пӗрех таҫталла чикеленет. — Ҫав сухалсӑрри мар-и-ха вӑл, «тӑват куҫли», — кӑвак куҫлӑхпа ҫӳрекенни эппин? Тепӗр чух вӗсем каҫсенче, хӑрушлӑха пӑхмасӑрах, хӑйсен шӑтӑкӗсенчен тухса, ӑҫта та пулсан ҫывӑхри уҫланкӑсене ташлама кайнӑ. Вӑл шарламасӑр ларнӑ пулсан, эпӗ сӑмахлаттӑм, — ҫавӑн пек шӑплӑхра та пушӑлӑхра калаҫас, юрлас, хуткупӑс калас пулать, ахалӗн тӗксӗм кӑвак тӗслӗ, сивӗ шыв ӑшне путнӑ вилӗ хула хушшинче ӗмӗрлӗхех йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайӑн. — Ой, ярӑр, мӗн тӑватӑр эсир? — Корчагина халех ман пата ярӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Пӑрахут шыв юхӑмӗ май сехетре 30 км каять; эсӗ пӑрахут кайнӑ еннеллех палуба тӑрӑх сехетре 10 км хӑвӑртлӑхпа чупатӑн. Бриг хӑйӑр ҫине отлив пуҫланиччен пӗр сехет маларах кӗрсе ларнӑ. Чӳрече умӗнче чарӑнса тӑрса, вӑл шуранкӑ та пушӑ тӳпенелле пӑхрӗ те малалла каларӗ: — Вӑл манпа пулсан — эпӗ хама вӑйлӑрах туйӑттӑм, манӑн чӗрере яланах ыратакан суран сурмӗччӗ. Малта Озеров капитан утнӑ. Вӑл Петя Уралец хулпуҫҫийӗнчен тытса, сулахай урипе хытах уксахласа утнӑ. — Кам пӗлет ӑна, — сӑмаха пӑрсарах ответлерӗ Ерофей Кузьмич, сарлака кӑкӑрӗ ҫумне ҫӑкӑр тытса, пысӑк чӗлӗсем каса-каса илсе. Чӑн та, ара, мӗн тума кӗтӳсен таврашӗнче сӗтӗрӗнсе ҫӳремелле-ха санӑн? Кунта вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Арауканин мӑнтӑр ҫӗрӗсемпе каҫса пырать. Пӗлӗтсен мӗлки тӗлӗ-тӗлӗпе ӳкет. Вара унта, ҫав ахах пек ҫиҫекен шывра, пӑрахутӑн хура кӳлепи уҫҫӑн курӑнса каять. Ирхи апат хыҫҫӑн, хӗрарӑмсем сӗтел хушшинчен тухсан, каторжниксем ҫинчен калаҫма пикенчӗҫ. Мана вӗсемпе калаҫма май килмерӗ. — Апла тутар пархатарлӑрах эппин? Э, Ванюша? — тепӗр хут ыйтрӗ Оленин, ут ҫинчен анса тата йӗнерне аллипе шап-шап тутарса. Вӗсем эпӗ пӗччен юлнине сиссе килеҫҫӗ пулӗ-ха. Бакенбардӑллӑ господинпа Званцев эрех ӗҫсе ларнӑ, вӗсем, пӗр-пӗрин енне тайӑлса, темӗн ҫинчен пӑшӑлтатнӑ. Корытов сӗтел ҫинчи темле япалана пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса лартрӗ те, никам ҫине пӑхмасӑр, салхуллӑн, ҫапла каласа хучӗ: — Пултаратпӑр. — Пултаратӑр? — ыйтрӗ Васютин Воропаевран. — Пултаратпӑр, — ответлерӗ Воропаев ҫавӑн пекех ан-сатӑн та кӗскен. — пултаратӑр пулсан, кӳлӗнӗр, шуйттансем. Вал вӗсем патне пычӗ те хулпуҫҫийӗсенчен тытрӗ. — Тӳрех калас пулать, сирӗн ӗҫӗрсем мана килӗшеҫҫӗ. Халӑха ҫӗклетӗр эсир. Ку тӗрӗс. Анчах пур ҫӗрте те сирӗн ҫинчен кӑна калаҫнӑ пирки, уйӑрас мар-и кусене, тесе шухӑшлама пуҫларӑм. — Темскер пӳрт ӗҫки пеккискер тума шутлаҫҫӗ, — терӗ пехотӑри капитан, гарнизонти мӗнпур офицер йышне хӑнана чӗннине астуса. Том ҫӳлтен пуҫласа урисем таранах чӗтрерӗ: лару-тӑру шанчӑксӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Ман алла ярса вӑл куҫӗсене хупрӗ те хуллентерех, вӑрӑмӑн каларӗ: — Ҫавӑн ҫинчен ирсӗр салтаксем сӑмахлаҫҫӗ эппин! Турӑҫӑм, ним те ан ту мана, ватӑ ухмаха…. Лараканӑн кӗлетки сывлӑшра пилӗк таран ҫакӑнса тӑрать. Хул пуҫҫисен шайӗнче авӑнчӑк, вӑр-вар икӗ ҫунат сулкалашать. — «Пӗлетӗн-и, мӗншӗн эпӗ мӑнастире кӗтӗм? — хушса хутӑм эпӗ, ҫӑмӑл урапа ҫинче старик-лавҫӑ ҫывӑхнерех куҫса ларса. Тӑвӑн-и ҫакна? Катари пур хуласенчи пекех, ҫак пӗчӗк хулара та ҫур ҫӗр ҫитиччен тахҫан малтан пӗтӗмпе вилсе пӗтнӗн туйӑнать. Фуй, епле ӑна софестно мар! Кинӗ, питне аллипе хупласа, ҫенӗхелле вирхӗнчӗ. Ҫак приказа япӑх пурнӑҫлакан тарҫӑна король каллех айӑплама пултарать. Эпӗ кунта акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм: ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн пӗр тарҫӑ, хӑйне урай ҫуса тасатма хушсан, юриех ҫак ӗҫе туман пулнӑ, ҫакӑншӑн ӑна король хытӑ ҫаптармалла тунӑ. Урайне ҫуса тасатманнипе король патне кӗнӗ, питех те пысӑк шанчӑксем паракан пӗр ҫамрӑк вельможа урайне ҫуланӑ хыҫҫӑн вилнӗ. Вӑл вӑхӑтра король ҫак вельможӑна пӗрре те вӗлерттересшӗн пулман. — Мӗнле ҫурта? — тетӗп эпӗ. — Вӑл хӑйӗн хӗрне! тӑнлӑр-ха, хӑйӗн хӗрне еркӗне илме сӗнет! Пӗтӗм акмалли ҫӗре, тӗрлӗ тырӑсем тата ҫу ҫапмалли культурӑсем акма, ҫапла пайлама шутласа хунӑччӗ: тулӑ — 667 гектар акмалла, ыраш — 210, урпа — 103, сӗлӗ — 50, вир — 65, кукуруза — 167, хӗвелҫаврӑнӑш — 45, кантӑр — 13. Пӗтӗм халӑх ҫӗлӗкӗсене хыврӗ. Анчах хӗрарӑмсем ӑна итлесе тӑмарӗҫ; шӑлаварӗнчен, кӗпи ҫаннисенчен, аркинчен ярса тытрӗҫ те сӑн-питрен тӗксӗмленнӗ Андрее шкулалла сӗтӗрсе кайрӗҫ, кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ: — Окопсенче ларса курасшӑн мар эпир! Тен, ҫавӑн пек кӑмӑл пурри ҫав чӗрӗ ачана кичем те хӗрлӗ Смолинран маларах хума пуринчен ытла чӑрмантарнӑ та ӗнтӗ. — Ну юрать, тӳп-тӳррӗн калаҫӑпӑр, — терӗ Ромашов, тапса тӑран ҫиллине аран чаркаласа. Хӗвел тухӑҫнелле кайсан вара, пӗр Эск ятлӑ вулкан ҫеҫ пур, вӑл Шпицбергенран инҫех мар, Майен утравӗнче ҫӗр чӑмӑрӗ анлӑшӗн сакӑрвуннӑмӗш градусӗ тӗлӗнче ларать. Ун умӗнче, рукоятки ҫине аллине хурса, нимӗҫ капралӗ ларать. Кил хуҫисем кӑна ҫӗклеҫҫӗ. «Сана ҫурӑмран шилопа памалла!» тарӑхса кӑшкӑрнӑ халӑх. Зоя шлепкине икӗ пӳрнипе тытса пырать, лаптак пуҫлӑ ҫутӑ-кӑвак ботинка тӑхӑннӑ урисене ӳт тӗслӗ барежевӑй ҫитсӑ платьи айӗнчен килӗшӳллӗн кӑларкаласа пусать, е айккинелле, е хыҫалалла пӑхкаласа илет. Эпӗ яланах ҫавӑн пек сӑмахланисене сӗмсӗрленсех итлеттӗм, вӗсем мана хумхантаратчӗҫ, ҫынсем пурте тенӗ пек пӗрешкел калаҫни: пурӑнӑҫ — начар, лайӑхрах пурӑнмалла! тени манӑн кӑмӑла каятчӗ. Сире ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп: эпӗ хам пуҫа шӑйӑрса пӑрахса, ҫав йывӑҫ айне выртса юлтӑм, чӗркуҫҫи ҫинче тата пит ыратакан шыҫӑ пулса юлнӑ. Подполковник туссем ҫине чалӑшшӑн, шанмасӑртарах пӑхса илчӗ: — Ну, аплах пулсан, вара… Лешӗ ӑна ман шутпа малтанхи тутӑрах парсан, кукамай ҫапла каларӗ: — Хӑҫан эсир мана, савнӑ чунӑм, табак вӗтетсе паратӑр? Ҫакӑнтан каҫнӑ чух мӑнастир йыттисене вӑратасран та, хуралҫӑсем сисесрен те хӑрасси ҫук, — юнашарах туран анакан кӗрленкесем шавлаҫҫӗ, вӗсен шавӗ пӗтӗм таврана янӑратса кӗрлет. Бойчо хӑтӑлнӑ! Вӑл халь вӑрманта ирӗкре ҫӳрет тесе пӗлтерчӗ-ҫке Колчо. Гаврила, пулас инкек сивлекӗпе ҫӳҫенсе кайса, пӑшӑлтатса каланӑ ҫав сӑмахсене илтсен, мӗн те пулин тавҫӑрса илес хастарлӑхне те ҫухатрӗ. Цимбал килте-и? Эсӗ мӗнпе ҫирӗплетесшӗн вӗсене?! Курпун ҫиеле ишсе тухрӗ те, хӑтланкаласа, туратсенчен ярса тытрӗ. Ҫав тӗлӗшрен хайхи тӗпсӗр кӗленче савӑтри шӗвек те пулӑшнӑ, — Фелим шикленкеленӗ пулин те, унта ҫапах виски ҫителӗклех тупӑннӑ. Турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗскер кӑна пулса тӑрать иккен?» Ун ӑшне хаяртарах пулма пӑрӑҫ, корица тата ытти тутӑ кӗртекен япаласем хушрӗҫ. Сирӗн аннӗртен пуҫне ирӗклӗ пурӑнма урӑх кам ытларах хатӗр пулнӑ-ха? Пачах та урӑхла: пирӗн ҫӗршывра начар ӳт-тир, ҫӗр тӗслӗ пит-куҫ лайӑх юнтан тухнине пӗлтерекен паллӑ пулса тӑрать. Йывӑҫ пусма хыҫӗнчен вӑтам пӳллӗ, кӗрнеклӗ ҫын курӑнса кайрӗ. Унӑн вилеслех ҫывӑрасси килет пулмалла, анчах вӑл вӑйпах куҫӗсене уҫрӗ, вӑранайми ӳсӗр ыйхипе ҫывӑрса выртакан Лятьевский ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ, унтан:— Нумайранпа ӗҫет-и? — тесе ыйтрӗ. Вӑл пуринчен те ытла калать, лӑпӑрти! Ӑна калатӑп: пуҫа ним шухӑш та ан кӗтӗр тесе пӗр пӗчӗк сыпкӑм ҫеҫ ҫыпрӑм, тетӗп. Хӑйӗн ҫӗрсе кайнӑ ӳпкин юнлӑ татӑкӗсене пур еннелле те сурса, Яков ҫирӗппӗн те хӗрӳллӗн кӑтартса парса ӗнентерме тӑрӑшрӗ: — Пӗрремӗшӗ: мана пӗртте «турӑ евӗр, турӑ майлӑ» туман, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, нимӗн те пултараймастӑп тата, кунпа пӗрлех, эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ ҫын мар, ҫук, ырӑ кӑмӑллӑ мар! Кванзӑран хӗвелтухӑҫ еннелле ҫирӗм миля ытла пӗр тӑтӑшшӑн вӑрман тӑсӑлать. — Ну, вара, вара. — Пулӑ тытмалли хатӗрсем ӑҫта? — сасартӑк ыйтрӗ Гаврила, кимӗ ҫине пӑшӑрханса пӑхса. Вӑл Катьӑна чӗнтернӗ. — Банкра пирӗн мӗн чухлӗ ӗнтӗ халӗ? — тесе ыйтнӑ та вӑл ҫавӑнтах пӑшӑрханнӑ: — Эс асту, банки лайӑх-и, ванса ан кайтӑрччӗ! Ҫакнашкал карӑсемех, пӑртаккӑн тула-тула, хӑрӑм пек хура картишнелле уҫса янӑ чӳречесем ҫинче те хуллен хумханатчӗҫ. — Эпӗ хама хам: «Урӑххи ҫинчен шухӑшлам-ха. Ҫакна вӗсем латин чӗлхипе калаҫрӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха. Пурте, паллах ӗнтӗ, кирлӗ пек, пӗр харӑс хуравлаҫҫӗ: «Ҫите-ет, генерал юлташ, ытлашши те юлать!» теҫҫӗ. — Мӗн тӑвас тен? — Мӗскерле тӗлӗнтермӗш ҫинчен калатӑр эсир? Унӑн туртӑмне лекнӗрен — аппарат тӳпери чулсен хушшинчен тухас тесе нумай вӑхӑт вӗҫрӗ. Анчах мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши эпӗ ун чухне сан патна пыма тухман пулсан! Манӑн хальхи сисӗм-туйӑм ҫав тери ҫӗнӗччӗ те ҫав тери пылакчӗ — эпӗ нимӗн те хускалмасӑр тавралла пӑхкаларӑм, хуллен сывларӑм, хутран-ситрен кӑна аса илсе кулкаларӑм е тата хам юратнине, ҫав юрату мана хумхантарнине туйса, чунӑмпа ҫӳҫентӗм. — Ҫук. Вӑл кивӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ, ҫухине плис тытнӑ тата ҫав тери вӗтӗ тӳмеллӗ, яделаида, пирӗнни пек каласан, оделлоида тӗслӗ сюртук тӑхӑннӑ. — Мӗнле чӑрмав пултӑр ку! Паллах ӗнтӗ, ҫырӑва вуласа тухрӑм эпӗ, юлашки страницине вара — виҫӗ хутченех, мӗншӗн тесен унта ман ҫинчен ҫырнӑ. Эпӗ икӗ чиновникне те алла тытрӑм та вӗсене хамӑн камсул кӗсйисене ятӑм. Ҫав кӗсъесене ухтарса пӗтерсен, эпӗ вӗсене урӑх кӗсъесене кӗртсе ятӑм. Эпӗ вӗсене пур кӗсйине те кӑтартрӑм, сехет хумалли икӗ кӗсъепе тепӗр вӑрттӑн ҫӗрти кӗсъене анчах кӑтартмарӑм. Ку кӗсйинче манран пуҫне никама та кирлӗ мар темиҫе вак-тӗвек япала пурччӗ. Ача чылай ӳккелесе пӑхнӑ хыҫҫӑн кӗркунне утма вӗреннӗ. Ӗмӗтсем Эпӗ ун чухне хам ҫине инкексем йӑтӑнса аннӑ хыҫҫӑн чӗрӗ юлӑп тата хӑҫан та пулин вӗсем ҫинчен лӑпкӑн аса илӗп тесе шухӑшлама пултарнӑ-ши вара? Михӗсем патне ыткӑнчӗҫ: червонецсем вырӑнне чӳлмек ванчӑкӗсем ҫеҫ сапаланса выртаҫҫӗ. Эпӗ те ун хыҫӗнчен юлмарӑм. Ку писатель Европӑри моралистсем яланах калакан сӑмахсенех кала-кала парать: этем хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе пит черчен, хевтесӗр, йӗрӗнчӗк чӗрчун, тет; вӑл сивӗ, хаяр климатран, тискер чӗрчунсен хаярлӑхӗнчен пит хӳтлӗхсӗр, тет; ҫав чӗрчунсем пӗрисем этемрен хӑйсен вӑйӗпе ирттереҫҫӗ, теприсем — хӑвӑрт та хытӑ чупнипе, виҫҫӗмӗшсем — хӑйсем пит сыххипе, тӑваттӑмӗшсем — ӗҫченлӗхӗпе ирттереҫҫӗ, тет. Атя-ха виҫҫӗмӗшӗпе кайса пӑхар, вӑл ӑҫталла каять-ши! — Анчах вӑл мана либерал пулма кансӗрлемест. Шӑпах ҫак самантра пулас, эпӗ хам тӗллӗн калаҫкала пуҫларӑм, ҫитменнине тата пӗр кӗтмен япаласем ҫинчен. Анчах халӗ вӗсен хӑйсен сӑмси умӗнчех вырнаҫнӑ темле аэродромпа аппаланма вӑхӑт пулман. Ыйӑх мар ку, асап курни! Чӑннипе, вӑл ӗнерхи кӑнтӑрларанпа вара ҫимен. Кӗрӗк ҫинчен чапан тӑхӑннӑ йывӑр кӗлетке лавкана пырса кӗретчӗ, ҫӑмлӑ ҫӗлӗкне хыватчӗ, йывӑҫҫу тӗксӗмӗн ҫунса тӑнӑ кӗтессем ҫине пӑхса, святить туман иконӗсене куҫпа пырса тивес пар тесе, икӗ пӳрнепе сахсӑхса илетчӗ, унтан ним чӗнмесӗр хӑй йӗри-тавра куҫӗпе такса хыпашласа илетчӗ те: — Пар-ха Псалтирь толковӑй! — тетчӗ. Кама присяга паратӑн, ҫавна хытӑ пӑхӑнса пурӑн: начальниксене итле; вӗсем ачашлассишӗн ҫунса ан ҫӳре; хушнӑ ӗҫе тумасӑр ан тӑр; хӑвна ыйтман ҫӗре йӑлӑнса ан кӗр. Кӗпе-тумтире ҫӗнӗлле, чыслӑхна мӗн ҫамрӑкран упра, теҫҫӗ. Ҫак сӑмаха яланах ӑсра тыт, — терӗ атте. Аннем, куҫҫулӗпе, мана хам сывлӑхӑма упрама, Савельича мана лайӑх пӑхма хушрӗ. — Тӗттӗм пулсанах каятӑп, — терӗ малалла Огнянов, — кӗҫӗрех каялла таврӑнӑп… Виҫҫӗш те шухӑша путрӗҫ. Тем пулсан та, эпӗ ӑна тепре курасшӑн, пӗр сӑмах та пулин каласа юласшӑн». Кӑнтӑрла вӑл нихӑҫан та пӗр сас-чӗвӗ те кӑларман, каҫхине ӑна кам та пулсан хӑратсан, вӑл ури ҫине сиксе тӑрса вӗрнӗ. Пирӗн хамӑра хамӑрӑн ӑс-тӑн ҫуттипе чӗртсе ярас пулать, тӗттӗм ҫынсем курса тӑччӑр пире, пирӗн пурин те тӳррӗн те тӗрӗссӗн сӑмах тытмалла. Пырать Ермил лаша патне, лаши унтан хӑранӑ пек тӑрать, пуҫне суллать, тулхӑрать. Ҫапах вӑл ӑна лӑплантарать те, такине алӑра тытса, лаши ҫине утланса ларать. Уттарать малалла, такине хӑй умӗнче тытса пырать. Пӳлӗм тупрӗҫ. Виҫӗ кун хушши ӗҫрен тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн сӗрсе, шуратса, ҫуса тасатрӗҫ. Анчах вӑл нимех те мар. Ӑҫта вырнаҫрӑн? Эпӗ вӗсенчен хӑрамастӑп, эпӗ ҫаплах малаллах каятӑп, манӑн пӑшал та, вӑй та, ҫамрӑклӑх та пур, тусем вара… Шурлӑхсенчен тискер-хаяр часем тухаҫҫӗ, ачасемпе хӗрарӑмсене ҫура-ҫура туллаҫҫӗ. — Ӑҫта вӑл? — Ҫапла, Яков Лукич, кӑна эсӗ фактически каларӑн. — Хӑҫан пулчӗ ҫав ӗҫ? — ыйтрӗ вӑл нумайччен ларнӑ хыҫҫӑн. Хӑйӗн сасси ӑна пӗтӗм тӗнче пекех тӗксӗм те салхуллӑ пек туйӑнчӗ. Мана мӗн кирлине санӑн пӗлес килет-и? Кӗретӗп хайхискер, унта-кунта пӑхкалатӑп та, сирӗн пата хурахсем кӗнӗ, картишӗнче чӑх-чӗп урнӑ пек янӑрашать тесе ним шикленмесӗр каласа патӑм. Джимӑн вара питӗ тимлӗ пулмалла, ҫав япаласене илнӗ чух тӗлӗннине палӑртма юрамасть, унсӑрӑн Нат асӑрхама пултарать. Виски кӗленчи ӗлӗкхи пекех кӗтесре хӑй вырӑнӗнче ларать. Гек Финпа хӑй хуҫа иккенне кӑтартӑп-ха терӗ. Хӑйӗн шыҫса кайнӑ хӗрлӗ сӑмсине тӗртӗнсе пӳрнисене пӗҫертесрен хӑранӑ пек, питҫӑмартисем ҫинчен куҫҫулӗсене пӳрнисемпе хӑвӑрт шӑла-шӑла илсе, вӑл хуллен:— Турӑҫӑм, турӑҫӑм, — тесе пӑшӑлтатать. — Тӗрӗс… анчах эпӗ асли… атте те ҫаплах каласа хӑварчӗ. Кӑмӑлӗ пурччӗ-ши ӗнтӗ, ҫукчӗ-ши, Нина Капитоновнӑн пикенсех ӗҫе тытӑнмалла пулчӗ. — Вӑйӑ пуҫланать! — терӗ вӑл хӑй тӗллӗн, хӑвӑрт тумланма тытӑнса. — Нивушлӗ вӑл татах тарма пуҫтарӑнчӗ? Нивушлӗ ун хыҫҫӑн каллех вӗҫӗ-хӗррисӗр йӗрлемелле пулать? «Ҫук, ӑна пулӑшас пулать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, вӑтӑр ҫула ҫитиччен струльдбругсем вилекен ҫынсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ, унтан вӗсем майӗпенех кичемленсе тата чӗмсӗрленсе пыраҫҫӗ-мӗн. Хам ҫине ҫакӑн пек ырӑ куҫпа пӑхать пулсан, хамӑн ятӑмпа хушаматӑма, ҫарти звание ыйтать пулсан, ман ӗҫ ытла лайӑхах мар пулмалла-ха эппин, тесе шухӑшларӑм эпӗ. Гусев пичӗ ҫинчи юнпа пылчӑка шӑлса илчӗ: — Кайрӑмӑр! Юлашки кунсенче Радӑн шкул ӗҫӗ пит нумайччӗ, ҫулталӑкра вӗреннӗшӗн памалли экзамен ҫывхаратчӗ. Пулассине мӗншӗн пӗлетӗп?» Ку тавлашу эпӗ те, Олеся та пӗр-пӗрне шалти вӗчӗхлӗ шӑртлӑхпа хирӗҫлесе шӑпланнипе вӗҫленсе пычӗ вара яланах. — «Св. Мария» шхуна ҫинчен. Парксенче маневрсем ирттереҫҫӗ. Яланхи пекех-ӑна шел туйӑнса карӗ. Саша, сак ҫинчен тӑрса, пӳрт тавра утса ҫӳренӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ вуникӗ фут ытларах: унӑн пуҫӗ буйвол пуҫӗ пек лапсӑркка ҫӳҫӗ айне пытаннӑ, вӑл авалхи кӗтӳҫӗ пек пӗр пысӑк чукмар тытнӑ та сулкаласа тӑрать. Ӑҫта каять, каялла килме ҫулне мӗнле тупать, тупаять-и ӑна — кун пирки вӑл пачах шухӑшламарӗ. Тӑшманла ҫынна е тискер кайӑк шӑлне лекес хӑрушлӑха пӑхмасӑрах, вӑл вӑрмана пӗр миля чухлӗ шала кӗчӗ. — Харламова валли нимӗн те ҫырса илмен вӑл, учительница валли — хӑй шучӗпе, — хирӗҫлерӗ кладовщик. Ҫӗнӗ материк тавра ишсе ҫавӑрӑннӑ та унччен, анчах шалта мӗн пуррине никам та калама пултарайман. Арӑм, часрах уҫ тетӗп сана! Ишмеллех-и? Нивушлӗ кунта пирӗн валли ҫырма шывӗ, кӳлӗ е тинӗс пур-и вара? Мӗн, килӗшмест-им? — Ак, часах таврӑнӑп, ҫураҫу пулать те, каллех службӑна, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ Лука. Кам чарать-ха мана? Ну, кӑйрӑмӑр. Пӗтӗм мӑнтӑрлӑхна лӑскаса кӑларнӑ пулӑттӑм… — тесе хучӗ Любишкин хулӑм сассипе, хӑй, ҫав хӗрарӑмран кӗтмен ҫӗртен тем курасран сыхланса, кӗтессерех чакса тӑчӗ. Упӑшкинчен нимӗнле хыпар ҫук. Упӑшкине Корчагинпа тата Политовскипе пӗрле нимӗҫсем поезд ҫине илсе кайнине пӗлет вӑл. Сыхӑра тӑракансем тӑшман курӑнни ҫинчен окопри ҫынсене пӗлтереҫҫӗ. — Кайрӑмӑр. — Ытла та телейсӗр-ҫке ҫав манӑн мӗскӗн пуҫӑм! — ӗсӗклесех ҫухӑрма тапратрӗ хайхи карчӑк. — Мӗншӗн сан янаху ҫапла шыҫса кайнӑ? — Ӑҫта васкатӑн, политика тата ҫутӗҫӗ? Яков Лукич Хопров арӑмне, вӑл селӗп чӗлхипе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса: «Кумӑмҫӑм!.. Тӑванӑмҫӑм, мӗншӗн-ха?» — тесе ыйтнине аса илчӗ. Пурте шавлама тытӑнчӗҫ. А эс, Вася, ан тарӑх… Атте! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Пире пӗрле курсан аван мар пулӗ, намӑс. Кӳреннипе ывӑлӗ хӗрелсе кайнӑ, анчах йӗрсе яман, амӑшне хӑратса:— Хӗнетӗн пулсан, эп вилетӗп акӑ! — тенӗ. Нимӗнле майпа та хӑтӑлса тухаймӑр. Епле вӑл ҫынна вӑхӑтра хӗрхенме пӗлет, ют ҫын хуйхине туйса, епле хута кӗрет; хӑй хуйхине курмасть те, вӑл ӑна, мӗскӗн, мансах каять! Бирюк ҫӑварне карса анасларӗ те пуҫне сӗтел ҫине тайӑнтарчӗ. Эсир унтан таврӑннӑранпа пилӗк эрне кӑна иртрӗ-ха. Турра кӗлтума ҫӳрекен старик ҫинчен полици шӑршласа пӗлнӗ те халӗ пур ҫӗрте те унӑн йӗрӗсене шырать. Пӗр вӑл ҫеҫ те мар. Трах! тесе ӳкнӗ пысӑк чул. Патрак пӑр ҫурӑлнӑ, сывлӑш хӑмпи темиҫе ҫӗр хӑмпӑ пулса саланса кайнӑ, хӑраса ӳкнӗ ӑтӑр таҫта ишсе кайнӑ. Ҫавӑн пекех ӗнтӗ эпӗ, ӗлӗкхи Энскран сыхланса юлнӑ хӑшпӗр вырӑнсене курнипех хамӑрӑн ӗлӗкхи пурнӑҫа аса илтӗм, Катьӑна каласа патӑм. Эпӗ хам ҫак илемлӗ хулана ҫӗнӗрен юратса пӑрахрӑм. Дикарьсене мӗнле курӑнман хӑват тытса чарчӗ-ха? — Улттӑмӗш провод тӑрӑх тепӗр хут сигнал пар, — терӗ Симаков, чӳречерен пуҫне кӑларса. Таля хут ушкӑнӗнчен пӗр листине кӑларчӗ те ӑна, куҫпа пӑхса тухса, вулама пуҫларӗ: — «Практикӑллӑ ӗҫе пӑрахрӑмӑр, тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ пӗтӗм бюро районсенче ҫӳрет, троцкистсем халиччен пулман ҫивӗчлӗхпе кӗрешме тытӑнчӗҫ. Эпӗ те ҫурӑк витӗр пӑхрӑм; эпир килсе кӗнӗ пӳлӗм пекех, тӑвӑр пӳлӗмре, чӳрече хуппине таччӑнах хупса лартнӑ чӳрече анинче шуҫ лампа ҫунса ларатчӗ, ун патӗнче чалӑш куҫлӑ тутар хӗрӗ ҫаппа-ҫарамас кӗпине ҫӗклесе тӑратчӗ. Ҫав йӗр ӑна аллейӑна, юн кӳлленчӗкӗ пулнӑ ҫӗртен инҫех мар ҫӗре илсе тухнине курсан, вӑл пӗртте тӗлӗнмен. Ҫакӑн пек хӑвӑртлӑхпа кайсан, Ленинградран Мускава 5 минут хушшинче ҫитме пулать. — Эппин, эпир каятпӑр-и ун патне? Анчах вӑл ҫырма пуҫӑнатчӗ те, унӑн шупка, ача-пӑчаннн евӗр ӳркевлӗ, килпетсӗр, каппайчӑк е шаблонлӑ пулса тухатчӗ. Пӗтӗм вӑхӑтне ҫак наукӑпа ирттернӗ вӑл: кӑнтӑрла кӑна мар, ҫӗрле ҫывӑрнӑ чухне те, мӗншӗн тесен хурт-кӑпшанкӑ ӑна тӗлӗкре те курӑннӑ. — Чӑн та, тахҫантанпах пулман! Минутсерен шыв капланса килессине кӗтме пулать, унтан ниҫта тарса хӑтӑлмалли те ҫук. Петроградски енне пӗртен-пӗр трамвай — виҫҫӗмӗш номӗрли ҫӳретчӗ. Трамвай чарӑнакан тӗле пуҫтарӑннӑ Ленинград ҫыннисем сехете яхӑн та кӗтмелле пулать пулӗ, терӗҫ. — Виҫҫӗмӗш ҫул… Вара эпӗ, Дмитрие хӑйӗнчен те вӑйлӑрах йӗплеме тӑрӑшса, вӑл никама та юратманнине ӗнентересшӗн пултӑм, ӑна мӗн пирки кӑна ӳпкелеме пултартӑм, ҫавна йӑлт каларӑм. Унсӑр пуҫне тата Меркурин орбита тӑрӑх куҫакан хӑвӑртлӑхӗ те Ҫӗр хӑвӑртлӑхӗнчен тӑватӑ хут пысӑкрах. Кам-кам, Разметнов вара «юрату мӗн кӑтартнине» пит лайӑх пӗлет. Кунта Ганс пӗр ҫур сехетлӗхе чарӑнса тӑма шутларӗ. 9 сехетре пурте пухӑнчӗҫ. Тул енчен нимӗн те курӑнмасть, сасартӑк йывӑҫ пӗчӗк ача сассипе: «Атте! Суккӑр ача ҫуралнӑ кил-йыш пысӑк пулман. Индеец пуҫне силлерӗ. Сӑмавар умӗнче чӗркуҫленсе ларса, Андрей пур вӑйӗпе трубана ҫӗклерӗ те ик аллипе мӑйӑхне тӳрлетсе:— Мӗнле калаҫатӑп вара? — тесе ыйтрӗ. Мана орден панӑ… Пирӗн уесра ун пек хуйӑхпа ӗҫке ярӑннисене эпӗ чылаях куркаланӑ. Акӑ хамӑн кӳршӗре те ҫавӑн пек ӗҫке ернӗ улпутсем иккӗ-виҫҫӗ пур, вӗсемсӗр пуҫне урӑх никамах та ҫук. — Эпир те ҫапӑҫса курнӑ!.. — Анчах вӑл мӗне пӗлтерет-ха? Стефчов тепӗр хут ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Лешӗ ҫаплах нимӗн те каламарӗ. Тата виҫ-тӑватӑ ҫӑкӑр илеҫҫӗ те вӗсен ӑшне чӗркӗмӗл хураҫҫӗ, вара ҫӑкӑрсене шыв тӑрӑх яраҫҫӗ: анса кайнӑ ҫын хӑш тӗлте выртать, ҫӑкӑр ҫав тӗлте чарӑнса тӑрать. Вӑл мана ӑнланчӗ-ши, е ҫук-ши? Ытти протуберанецсем Хӗвелтен ҫӗр пин километр ҫӳлӗшне сирпӗнекен калама ҫук пысӑк вут чӗлхесем е хӗрнӗ япаласен фонтанӗсем майлӑ. Пирӗн шыв тата виҫе кунлӑх кӑна, ҫакна эпӗ каҫхи апат вӑхӑтӗнче пӗлтӗм. — Чуна хурлантарма пулмасть, чун вӑл ҫын хуплантарнине йышӑнмасть, — тет вӑл. «Дункан» пассажирӗсем «Британи» боцманне пӗтӗм чунтан тав турӗҫ. Монтанелли ун еннелле ҫаврӑнчӗ. — Эпӗ, ачасем, тӳррипех калатӑп: ӗҫ нимӗне юрӑхсӑр. Иккӗмӗш сменӑна халӗ пухман та, миҫе ҫын килесси те паллӑ мар. Хӳшӗрен инҫе те мар вӗсем лашисем ҫинчен сиксе анаҫҫӗ, вӗсене йывӑҫсем ҫумне кӑкараҫҫӗ те малалла ҫуран каяҫҫӗ. Петькӑпа калаҫни Эпӗ «попиндикулярнӑй» патаксемпе аппаланса ларнӑ чухнех-ха тарма шутланӑччӗ. Анчах Горева нимӗнех те тума пӗлмест. Кунта козака тӗрӗслемелли нимӗнле наука та пулман пулин те, вӗсем ытти ҫамрӑксем хушшинче хӑйсен маттурлӑхӗпе тата пур ӗҫре те телейлӗ пулнипе палӑрма та ӗлкӗрчӗҫ. «Аннушка!» тесе кӑшкӑрасшӑнччӗ Берсенев ун хыҫҫӑн, анчах Шубинӑн пичӗ чӑнах та шурса кайнине астуса тытӑнса тӑчӗ. Доктор ман алла чӗререн чӑмӑртарӗ те малалла калама пуҫларӗ:— Кӑмӑлӑр пулсан, эпӗ сире паллаштарӑп… Токаревпа курнӑҫнӑ хыҫҫӑн вӑл ӗҫленӗ ҫӗрте Корчагина шыраса тупрӗ. Тӗнчере чи хӑвӑрт куҫаканни ҫутӑ пайӑркисем пулнине ку кӗнекере эпир асӑннӑччӗ. Начальниккисем те хаяр, ытарайми, хӗрхенӳсӗр те ҫав тери хисеплӗ утамансенчен хӑйсен юрлӑ шалӑвӗпе хӑравҫӑллӑн пурӑнкалакан тӳре-шара кӑна пулса кайрӗҫ. Ӗҫме ӗҫеҫҫӗ те вӗсем, анчах шыв мар; уҫӑлса ҫӳреме тухсах каймаҫҫӗ, ҫула май тенӗ пек кӑна хӗрарӑмсем хыҫҫӑн ҫӳреҫҫӗ: картла выляҫҫӗ-выляҫҫӗ те, кичем пулса ҫитрӗ тесе, ӳпкелешме тытӑнаҫҫӗ. Комиссара та ҫаплах каласа патӑм. — Ҫапла ӗнте, астӑвӑр, — терӗ доктор, — эпӗ сире таса кӑмӑлпа калатӑп: ром тенӗ сӑмах тата вилӗм тени сӑмах сирӗншӗн иккӗшӗ те пур пӗрех. — Эсӗ мана ан тив! — шавлама тапратрӗ Ерофей Кузьмич. Ҫавӑнтах мана пӑшӑлтатса каларӗ: — Эсӗ тар! Нагульнов сӗтел урлах ун патнелле кармашнӑччӗ, анчах тайкаланса илчӗ те тӳрленсе тӑчӗ. — Виктор ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Хулана ҫитнӗ-ҫитмен тӳрех генерал патне кайрӑм. Нумай шутласа тӑмасӑрах ун патне ыткӑнса кӗтӗм. — Апла эс халь, Кралич, учительте тӑратӑн иккен? Зебӑн пуҫӗнче хӑйӗн шухӑшӗсем ҫеҫ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл чуран сӑнӗ-пичӗ хурлӑхлӑ пулнине те асӑрхаман. Вӑл кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл, яланхи пекех, таҫта инҫете сунара тухса кайнӑ. Ӑна тупма тӗрлӗ ҫӗре темиҫе ҫын кӑларса янӑ, анчах вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепӗри ахалех каялла тавӑрӑннӑ. Тревога иртсе кайрӗ. Нумаях пулмасть ҫакӑн пек калаҫусене Алексей никамран малтан хутшӑнатчӗ. Анчах халӗ вӑл вӗсене итлемесӗр выртма тӑрӑшрӗ. Малтан эпӗ шывра ашса утса кайрӑм, унтан вӑтӑр ярда яхӑн, урасем каллех шыв тӗпне лекме пуҫличчен, ишсе кайрӑм. Ольга ҫав вырӑнтах тӑрать-мӗн. Сайра хутран Терек леш енче, таҫта аякра, Оленин кунта киличчен малтан пулнӑ вырӑнсенче — Чечняра е Кумыц тӳремлӗхӗнче — пӑшал сассисем илтӗнеҫҫӗ. Ялта Тепӗр кунне Володьӑпа иксӗмӗр почта лашисемпе яла тухса кайрӑмӑр. Тӗсӗ кайнӑ симӗс чалми ун ҫамкине куҫ харши таран хупӑрланӑччӗ, ӗнсине тап-таса хырса янӑ, ҫанӑсӑр пусма тумне ярханах янӑ. Ҫак канӑҫ паман вут тени кунта халь никама та кансӗрлемен вӑл. Каҫхине Жухрай Корчагинсем патне пырса, Мария Яковлевнӑна паровоз ҫинче мӗн пулни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ. Малалла мӗн тӑвассине вӑл пӗлмест. Куҫа шартартӑр пирӗн кӗреке! Ӗнентересшӗн пулса, вӑл икӗ кунтелен те ертсе пырать, ҫаксем вара ҫине тӑрсах Захария чула Ахиор арӑмне вӗсен куҫӗ умӗнче пачӗ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Хытӑ ҫунатлисем хӑйсемех вӑтӑр пине яхӑн тӗрлӗ тӗсе пайланаҫҫӗ, икӗ ҫунатлисем вара 60 пине тӗрлӗ, ҫавӑнпа кунта пӗр ҫын валли ӗҫ ытлашшипех пулни пире яр-уҫҫӑнах курӑнать. «Пӗлместӗп, мӗншӗн пымаҫҫӗ-ха вӗсем», терӗ Иван Иванович, Иван Никифоровича илтмӗш пулса. Вӑл Половцева алӑ пачӗ: — Сывлӑх сунатӑп, эсаул господин! — Эпӗ пӗлетӗп, эсир мана ҫав капӑрланнӑ пуканерен кулнӑшӑн ҫилленетӗр, — терӗ вӑл ҫылӑхсемшӗн ӳкӗнекен ҫын сассипе. — Анчах унран кулмасӑр тӑма юрать-и вара? — Мӗне пӗлтерет-ха ку? Сӗтел патне пырсан, эпӗ те кӗнеке тытрӑм; анчах ӑна вулама пуҫличчен ман пуҫа: яра куна пӗрне-пӗри курмасӑр ирттернӗ хыҫҫӑн та сӑмах хушса каламанни темле кулӑшла пулса тухать текен шухӑш пырса кӗчӗ. — Эпӗ ҫывӑраймастӑп ӗнтӗ кӗҫӗрхи каҫ, — терӗ вӑл мана, мазуркӑ ташши пӗтсен. — Суятӑн! Марысьӑн яштака пӗвӗ пӗр хускалмасӑр выртать, куҫӗсене хупнӑ вӑл, шап-шурӑ пичӗ хытса ларнӑ тейӗн. — Эсир паллатӑр-и ӑна? — ыйтрӗ Аркадий Ситниковран. Ӑна Андрей куҫӗ вӑрттӑн кулнӑ пек туйӑнчӗ те, вӑл унран пӑрӑнма тӑрӑшрӗ. Пӗри теприн ҫине кӑтартать те тӗрлӗрен элексем парать. Анчах тӗлӗнни часах сӗвӗрӗлнӗ, пурте малтанхи пекех выляма, асма тапратнӑ. Катя ашшӗ Мӗнле экспедици пулнӑ-ха вӑл? — Ҫапла, юлташсем! Кӑнтӑр утравӗнче Нельсон, Пиктон, Кристчерч, Инверкаргиль тата Дендин хулисем шӑтса тухнӑ, ҫакӑнта ылтӑн шыракансем тӗнчен кашни кӗтесӗнчен килеҫҫӗ. Кандов амӑшӗ ҫул варринчех персе ӳкнине куртӑр-и?.. Эх, тӑван йӑмӑкӑм, эх Лалка!.. Ҫавӑн пек кирлӗ. Чи хыҫалта труппӑн аслӑ членӗ — Мартын Лодыжкин мучи пырать. Вӑл пӗкӗрӗлнӗ ҫурӑмӗ ҫине шарманкӑ йӑтнӑ. Ура вӗҫӗнче шӑнкӑртатса шыв юхать. «Пилигрим» ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн ҫыран ҫине тухса ӳкнисен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн вӑл унчченхи пекех — анчах нихҫанхинчен те хытӑрах — тӑрӑшма тивӗҫлӗ. Телейсӗр каччӑ винтовкине ярса илчӗ те хӑйӗн взвочӗ хыҫҫӑн чупрӗ. — Апла пулсан, мана тытса паракан ҫын пуян пулать? Ҫеҫенхирсем еннелле каймаллаччӗ пирӗн, унта, ҫӗр илсе, хресчен ӗҫӗпе пурӑнмаллаччӗ, вӑл авантарах пулатчӗ. Вӗсем чартак ҫинчен ансанах, Тимур пусмине ҫӗрелле пӑрахрӗ. — Чӑнах-и? Килӗ патне Жухрая курас ӗмӗтпе ҫывӑхарчӗ. Анчах уроксене ҫӳремесен те юратчӗ, ҫапла вара пӗтӗм шкулти куна пысӑк перемена теме пулатчӗ. Эпӗ ку ҫемьери ҫынсене тата вӗсем тӗрлӗ кӑмӑллӑ пулассине хӑнӑхса ҫитрӗм, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине епле пӑхнине аванах ӑнлантӑм, пӳлӗмсемпе сӗтел-пукана та хӑнӑхрӑм, пӳлӗмре Варенькӑпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлнӑ вӑхӑтсене шутламасан, хӑнасем ҫук чухне хама питӗ ирӗккӗн тытрӑм. Кирек хӑҫан та ыттисенчен ытларах кирлӗ сана! Совет постановлени йышӑнни ҫинчен мана йӗрке тӑрӑх пӗлтермесӗр мана хирӗҫ тӑшманла шухӑшсем ҫинчен эпӗ пӗлме те пултарайман. Вӗсем офицера иментерчӗҫ пулмалла, вӑл темӗскер ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илсе пуҫне тайнӑ хыҫҫӑн хӑй юлташӗсем патне утрӗ. Олейник туртса пӗтернӗ чикарккине пӑрахса ҫӗнӗрен чӗркерӗ. «Унӑн хуйхи те сахал, ҫывӑрать пулмалла», — тесе тарӑхса шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч, юрланса ларнӑ Миките ҫине ҫуна хыҫӗ урлӑ карӑнса пӑхса. Ҫил ҫула май вӗрет пулин те, вӑйлӑ хумсенчен тӑвӑл пуҫланмарӗ пулин те, кашни ҫӳллӗ хум йӑтӑнса килмессерен, карвет сӑмсипе шыва чӑма-чӑма илет. Ытти педагогсем хӑйсене темле аван мар пек туйрӗҫ. Илья ун куҫӗсенчен тӳррӗн пӑхрӗ, анчах ку вара татах та килӗшӳсӗртерех пулса тухрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ашшӗне:— Мӗншӗн хӗнерӗн эсӗ мана? Аксель, ҫак хут листи ҫине мӗнле те пулин сӑмахсем ҫыр-ха, анчах саспаллисене пӗр-пӗрин ҫумне юнашар лартса пырас вырӑнне, айлӗ-сийлӗн ҫӳлтен пуҫласа аялалла, пилӗкшерӗн е ултшарӑн лартса тух, — терӗ. Хӑйсен тинӗсри вырӑнне Дик Мункун утравӗпе мар, темле урӑх, ҫак хӑйсем килсе лекнӗ континентран Мункун утравӗ пекех хӗвеланӑҫӗнче вырнаҫнӑ утрав тӑрӑх палӑртнӑ. — Р-р-ры-ык! Артур йӑл кулакан полковник ҫине пӑхрӗ. Ҫак хӑрушӑ ӗҫ мӗн пурӗ те ҫӗр ҫирӗм минут хушши кӑна пынӑ. — Ӑҫта чикрӗн эс ӑна? — ыйтрӑм кӑшт тӑхтасан. — Якӑр яр! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Вара сулӑ ҫинелле анас тенӗччӗ кӑна, сасартӑк такам йынӑшса ячӗ те калаҫма тытӑнчӗ: — Ох, ан тивӗр мана, атьсемӗр! Эпир Томсон господина пирӗншӗн чӑраннӑшӑн тав турӑмӑр та «Феникс» ятлӑ отеле калле тавӑрӑнтӑмӑр. Эпӗ ӑна вӑрлани преступлени пулнине ӗнентерме тӑрӑшрӑм. Унта… Эсӗ тавернӑна кай та ун ҫинчен ыйтса пӑх. Ерофей Кузьмич чикарккине пӑк-пӑк! тутаркаласа урапа ҫумӗнче тӑрать. Чӑнкӑ ту хӗрринче шутсӑрах хытӑ чуптарса пыракан юланутлӑ хӗрарӑм курӑнса кайнӑ. «Эппин — кайӑпӑр», — терӗ Берсенев ӑна. — Тӑхтӑр-ха, кӑштах мана асӑрхаттарма ирӗк парӑр-ха, — терӗ вӑл ҫинҫе сасӑпа юлашкинчен: — эсир ҫамрӑк ҫынсем, пурсӑр та, пурин ҫинчен те нимӗн шухӑшламасӑрах калаҫса сӳтсе яватӑр; эсир хӑвӑрӑн тӑван ҫӗршывӑр ҫинчен сахал пӗлетӗр; Вӗсем пурте темле аташса кайнӑскерсем, тӑвансӑр-мӗнсӗрскерсем, пӗтӗм ҫӗр те вӗсемшӗн ют пек туйӑнать. Ку эсир-и… Унӑн хӑрӑлтатса та тӑвӑнса тухакан сасси ҫӗрлехи шӑплӑхра таҫта ҫитиех янӑраса кайрӗ. «Эй, турӑҫӑм, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — ун ҫумӗнче эпӗ епле пӗчӗк те хама хам юратаканскер! Берлинра, Парижра пулса курнӑ; унран лайӑх профессор пулать. Тӗлӗнмелле савӑнӑҫ килессе туйни, унӑн ыйхине ҫиҫекен ҫав пӑнчӑсенчен ак-ак темӗскер килсе кӗрессе кӗтни, — ҫакӑ ӑна тӗлӗнмелле хавхапа тултарса лартрӗ. — Ытла выҫӑх мар, — тарӑхнине пытармасӑр каларӗ Давыдов. Васкатать!.. Хӑех паллӑ, ӑна пирӗн патра ырласах каймаҫҫӗ. Отвлеченнӑй идейӑсемпе философин тӗрлӗ вак ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе калас пулсан, эпӗ ҫав япаласем ҫинчен кӑшт та пулин ӑнлантарас тесе темӗн чул тӑрӑшни ахалех сая кайрӗ. Казармӑри пысӑк пӳлӗмре лӑк тулли халӑх: флот офицерӗсем те, артиллерипе ҫуран ҫар офицерӗсем те пур кунта. Пӗр йӑла пурччӗ унӑн: еркӗнсем тытатчӗ. Вӑл — хӑйӗнчен хӑй хӑрать, кӳршинчен хӑрать, пуринчен ытла — пур ют ҫынран хӑрать. — Пуянсем тата? — Апла пулсан, акӑ мӗн шухӑшласа кӑлартӑм эпӗ. Сӑмахран, ашшӗнчен ҫыру килсен, кукамӑшӗ яланах кукӑльсем пӗҫерет. Сана курсан — хавхам хӑрушӑрах. Автор ехусен хӑшпӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен ҫырать. Тепӗр енчен, тата кӑшт маларах, эмигрантсем хистенипе, Европӑри мӗнпур монархсен ячӗпе кӑларнӑ манифестра Брауншвейгски герцогӗ ҫапла пӗлтернӗ: хӗҫпӑшалпа тытӑннӑ кирек мӗнле француза та персе пӑрахмалла, Франци королӗн пуҫӗ ҫинчен пӗр ҫӳҫ пӗрчи ӳксен те Париж хулине ҫӗрпе танлаштарса хурӑпӑр, — тенӗ. Ҫуркунне кайӑксем вӗҫсе килнӗ вӑхӑтра тулли шыв-шур ҫинчен илтӗнекен сасӑ пек, хурсем пыр тӗпӗпе какалатни, ҫунаттисене ҫат-ҫат-ҫат ҫапкалани, кикак-кикак тесе кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать. Мойсей Мойсеичӑн вара кӗлетки виҫӗ тӗлтен хуҫӑлнӑ, вӑл тем тӗрлӗ аппаланса, мӗнле те пулин ӳксе саланса каяс марччӗ тесе тӑрӑшать. — Итлӗр-ха, — тет герцог, — манӑн тата тепӗр шухӑш пур. Вӗсем мана тӳрех вӗлернӗ пулсан, — эпӗ вӗсене вӗчӗ тытман пулӑттӑм. «Чӑтлӑх вӑрмансем урлӑ сукмак хыватӑп», — пӗлтеретчӗ ҫул сасси. Малалли ҫула тухса кайиччен эсӗ пӑртак ҫӑвӑнасшӑн пултӑм. Ытти ҫынсем килсе кӗчӗҫ, кофейнӑйра вӗсем йӑлтах туртса тултарчӗҫ, тухтӑр инкекӗ пирки сӑмах хускатса ячӗҫ. Тута хӗррисем кӑшт усӑнарах тӑраҫҫӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн темле чӗтренсе илеҫҫӗ, куҫхаршийӗсем, теме те часах асӑрхаса, сисӗмлӗн сиккелеҫҫӗ, тӳррӗн те пӗр хускавсӑр тинкерен пысӑк та хитре куҫӗсем ҫамрӑк ҫыннӑн питне уйрӑмах темле тӗксӗм сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ. Мӗнрен тӗлӗнмеллине те пӗлместӗн: те портретсене оригиналсем евӗрлех тунинчен, те ытарма ҫук лайӑх ӳкернинчен тӗлӗнмелле. — Эпӗ ҫавӑн пек приказ патӑм. Карап ҫинчен юлашкинчен пысӑк хутлам-хутламлӑ хура халатлӑ марсиан анчӗ. Сире каларӑм пулас-ха эпӗ, Григорий Александрович сунара ҫӳреме юрататчӗ, тесе: хӑш чух ӑна вӑрманти хир сыснисем е хир качакисем хыҫҫӑн кайма питех те туртатчӗ вара, акӑ, хайхискер крепоҫ валӗ умне тухма та пӑрахрӗ. Сӑмавар сӳннӗ. Хӗлхем кӑлар та — кӑвайт ҫунма пуҫлать. — Унӑн амӑшӗ — ухмах. Пурнӑҫ ҫулӗпе вӑл ҫӑмӑллӑн та шанчӑклӑн утса пырать, темскер кӗтнӗ пек, ачаш куҫхаршисене кӑштах ҫӗклентерсе, хальтен-халь хӑй савӑнӑҫне тӗл пуласса 'ӗмӗтленнӗ пек ҫӳрет. Тавар тиекен чул платформа патӗнчен вӑрманалла ҫӗре чавса пынӑ ярӑм кӗрсе каять. Шутламасӑр сурӑха та картаран кӑларса ямастӑн, кунта акӑ — пӗтӗм халӑха, пиншер те пиншер ҫынна, ирӗке кӑларнӑ. Унӑн хӗр ҫине пӑхас килмерӗ. Ҫук, нимӗҫ тавра — пирӗннисем. Хутран-ситрен сакльӑран юрлани те илтӗнет, мана итлемешкӗн кансӗр. Эпир вӑл союзниксене пӗлсе ҫитнӗ ӗнтӗ, тутанса курнӑ! Эпӗ вӑл вунпиллӗкмӗш ҫултанпа турӑ ҫынни пек пулма тӑрӑшнине, хӗлле те, ҫулла та ҫара уран ҫӳренине, мӑнастирсене пыра-пыра кайнине, хӑй юратнӑ ҫынсене пӗчӗк турӑшсем парса парнеленине аванах пӗлетӗп; унӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗсене хӑшпӗрисем малашне мӗн пулассине систерни вырӑнне хураҫҫӗ; вӑл урӑхла пурӑннине нихҫан та никам та курман; сайра-хутра вӑл асанне патне кӗркелесе тухать, пӗрисем каланӑ тӑрӑх, вӑл пуян ҫынсен тивлетсӗр ывӑлӗ, таса чунлӑ ҫын; теприсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ахаль хресчен ҫеҫ, ҫитменнине кахал хӑй. Вӑл питӗ мӑнтӑр, Лукашка калашле, ун ҫурӑмӗ ҫинче ҫывӑрма та пулать. Амӑшӗ кӑртах сиксе илчӗ, анчах ҫирӗппӗн:— Паллатӑп! — терӗ хирӗҫ. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, пуҫне чикрӗ, унтан хӑвӑрттӑн куҫне чарса та мелсӗррӗн кулса, ҫӳҫне майлаштарчӗ. Часах Василий Ладыгин персе ҫитрӗ. Кун пек каҫ юратакан чуна выртса ҫывӑрма хӗн. Эсир пӗлетӗр — Ной диктатор пулса тӑнӑ. 1. «Правда» редакцине ҫитмелле. Пысӑк кӑмакин сарлакӑшӗ святой Павел соборӗн куполӗнчен вунӑ утӑм ҫеҫ каярахчӗ; эпӗ Англие таврӑнсан ӑна ятарласа виҫсе пӑхрӑм. — Эпӗ пӗлместӗп. Жандарм ман пичче ывӑлне те Ҫӗпӗре яма сӑмах пачӗ-ха. «Упӑшку килте-и?» терӗ Бульба, лаши ҫинчен анса тата чӗлпӗрне алӑк патӗнчи тимӗр ҫекӗлтен ҫыхса. Чӑн та, эпӗ пит вӑйран кайнӑ, куҫӑмсем хӑйсем тӗллӗнех хупӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ, ҫул тупма пӗлмесӗр, манада йӗрне ҫухатнӑ. — Эсир мӗн вара, Ромашов патӗнче ӗҫлетӗр-и? Ҫапла ӗнтӗ, эпир утрав ҫинче ларатпӑр, икӗ ҫул хушши тертлентернӗ пӑр мар ӗнтӗ халӗ пирӗн ура айӗнче — ҫӗрпе мӑк. Ҫапла нимӗн пӗлменни ӑна ытларах та ытларах пӑшӑрхантарчӗ, вӑл иккӗленме те тытӑнчӗ. Акӑ эпӗ сирӗн патра килтӗм те сире хамӑн пуҫа сӗнетӗп, эпӗ кунран та ытларах тӑватӑп — эпӗ сире хам алла тӑванла тӑсса паратӑп. Нью-Йоркра Бродвей текен анлӑ проспектпа ун патне анакан темӗн чухлӗ урамран иртсе порт патнелле ансан, ҫын тӳрех хулан чухӑн та таса мар, тӗксӗм пайне лекет. Вӑл ун патӗнче час-часах пулнӑ, анчах ӑна пӗччен чух тӗл пулма сайра май килнӗ: унӑн тавра яланах, сахӑр татӑкӗ ҫинчи шӑнасем пек, тӗрлӗ шукӑль ҫынсем явӑннӑ. Ҫак самантра Тимура шӑнкӑрав сасси илтӗнчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ кунта Ҫӗр ҫинчинчен ултӑ хут аяккарах сикме пултаратӑп. Вакарипе Тонгариро ятлӑ Ҫӗнӗ Зеландири пӗртен-пӗр вулкансен тӑвӑр пырӗсенчен тухса ӗлкӗреймен газсем пурте вара ҫав гейзерсемпе кратерсенчен тухса тӑраҫҫӗ. Казаксем, килти пекех, лашисене йӗнерлемесӗр, хӗҫпӑшалсӑр ҫӳреҫҫӗ. Хӑшӗ пулӑ тытать, хӑшӗ ӗҫкӗ ӗҫет, хӑшӗ сунарта. Вӑл вырӑсла калаҫнӑ сасӑсене, Терекӗн хӑвӑрт та пӗр тикӗс юххине илтрӗ, вара пӗр-икӗ утӑмран ун умне юхан-шывӑн шӑвакан кӗрен лаптӑкӗ, ҫыран хӗррисенчи тата ӑшӑх вырӑнсенчи сӑрӑ йӗпе хӑйӑр, аякри ҫеҫенхир, шыв ҫийӗнчен уйрӑлса тӑракан кордон тӑрри, йӗплӗ курӑк ҫинче ҫӳрекен тӑлласа янӑ, йӗнерлӗ лаша тата тусем тухса тӑчӗҫ. Туртма пуҫларӗҫ. — Ҫак ӗҫпе ытлах васкама кирлӗ-ши вара тесе ҫеҫ ыйтатӑп, терӗм. Кирек ӑҫтан пырса тӑччӑр вара, эпир мӗн пынине пӗр пӗтерсе тӑрӑпӑр!.. Позици ытармалла мар пулать! — терӗ пынӑ ҫынсенчен пӗри. — Том, эсӗ каллех ҫав укҫа йӗрне тупрӑн-и-мӗн? Илья, кӳреннипе, тепӗр хут ҫирӗппӗн:— Жидсем тени — начар сӑмах, — терӗ. — Европа ҫав. Анна Васильевна ӑна: чиперккем, терӗ тата питҫӑмартинчен чуптурӗ; Лантенака хӑтарни — Францие путарни пулать. — Хапхана шаккаҫҫӗ, — терӗ вӑл. Бригада нушисемпе асапӗсем ҫинчен вӑл татах та каласа каятчӗ пулӗ те, анчах ун сӑмахне Давыдов пӳлчӗ: — Ҫитӗ! Эпӗ ӑна рейдера епле майпа путарни ҫинчен кӗскен кӑна каласа патӑм, вӑл нимӗн те ыйтса пӗлесшӗн пулмарӗ, каҫхине ун ҫинчен ҫар советӗнче манӑн каласа памалла пулать тесе ҫеҫ пӗлтерчӗ. Кунта чеелӗх кӑна, нимӗнле тӗшмӗшлӗх те ҫук. Пӑвана пӗлме хӗн пулнӑ. Вӑл калама та ҫук хытӑ ҫилленнипе чӗтренӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрнӑ, унӑн куҫӗсем кушак куҫӗ пек йӑлтӑртатнӑ. Хӗрупраҫсем тата Кӗҫӗн Акимпа унӑн арӑмӗ куҫҫулӗсем тухичченех кулчӗҫ. Цынгапа чи хӑрушӑ чирлисенчен эпӗ Иван Львовича ҫеҫ курнӑ. — Марья Ивановна ним пулман пек, чееленсе иленҫи пулса аппаланмасӑр, е юри сӑлтав шыракаласа тӑмасӑр-мӗнсӗрех, эпӗ каланисене итлесе тӑчӗ. Лагере таврӑнма килӗшмен те ҫавӑнтах, пӗтӗм района тӗлӗнтерсе, культура ҫурчӗн культмассовӑй пайне ӗҫлеме кӗнӗ. Мӗнле этемсем кайрӗҫ ку чухне!.. Апат хыҫҫӑн хуҫа хӑнасене сада тухса курма сӗнчӗ. Малти сак ҫине такам виҫҫӗмӗш вырнаҫнӑччӗ, анчах Ромашов, кӗлеткине е сулахаялла, е сылтӑмалла халсӑррӑн сулкаланса, ун еннелле пӗшкӗне-пӗшкӗне пӑхрӗ пулин те, ҫавӑн питне ҫӗрле ниепле уйӑрса илеймерӗ. Сулахай аллипе вӑл пӗр ҫыхӑ граната тытнӑ. Уйӑха яхӑн эпир хурахла вылярӑмӑр, унтан эпӗ ку вӑййа пӑрахрӑм. Ҫак кантӑка уҫӑр-ха, темскер, пӑчӑ. Анчах Шубин господин… калӑпӑр, вӑл тӗлӗнмелле ҫын, сайра тӗл пулакан артист тейӗпӗр, ун пирки эпӗ тавлашмастӑп; ҫапах та аслисене, епле пулсан та, хӑй нумай япалашӑн хисепе хума тивӗҫлӗ ҫынна хисепе хуманни — ҫакна эпӗ dans mon qros bon sens ӑнланса илме пултараймастӑп. — Калатӑп вӗт-ха эп — музей хӗҫӗ! — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн. Кашнинчех картинӑна хаклӑ хакпа туянса хӑй килне тирпейлӗн илсе ҫитерчӗ те унтан вара ун ҫине тигр пекех сиксе ӳксе ӑна ҫура-ҫура вакларӗ, урисемпе таптаса киленчӗ, савӑннипе ахӑлтатса кулчӗ. Вӑл тем-тем каласа илнисем ватӑ сунарҫӑ савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулнипе пӗрлешсе кайнӑ. «Акӑ ӗнтӗ ҫав хирӗҫӳсем пирӗн государствӑна инкек кӑтартнӑ вӑхӑтра аслӑ Блефуску империйӗ, его величествӑн империйӗ пекех пысӑк та хӑватлӑ импери, пире тапӑнассипе хӑратать. Ну, хӑвах шутла, ӑна пӗр-пӗччен хӑварни ман енчен аван туни пулнӑ пулӗччӗ-и-ха вӑл? — Мӗнех… кукамайшӑн та вырӑн тупӑнӗ пирӗн. Паян ним те пӗҫермерӗм-ҫке эпӗ, кӑмака та хутман. Хӗвелтухӑҫ енчен вӗрекен ҫил сывлама кансӗрлет, сивчирпе чирлеттерет. Никама та парӑнмасть, теҫҫӗ сана. Казаксем, лашисем ҫинчен анса, ункӑланса тӑнӑ та, илсе килнӗ пичкерен йывӑҫ чаплашкана чихирь юхтарса, пӗр-пӗрне тав туса ҫул курки ӗҫеҫҫӗ. Алӑка шаккани, вӑйлӑ тенор сасси илтӗнсе кайрӗ: — Кӗме юрать-и? Ӑҫта хыпаланатӑн? Амӑшӗ Синопӑна хӑйӗнчен пӗр утӑм та, ниҫта та уйӑрман. — Вася! мӗн ку? — терӗ те вӑл, унӑн яланах юхма хатӗр куҫҫулӗ юхса та анчӗ. Корчагин хӑйне хӑй тыткалама пӗлмест пулсан, дисциплина тӗслӗхне мӗнле кӑтартма пултарӗ вара? Ҫакнашкал калаҫусене вӗсем пирӗн пӗчӗк ачасем усалсемпе тем те пӗр курнисем ҫинчен калакан хӑрушӑ калавсене пӗр сӑмахне сиктермесӗр ҫӑвар карса итленӗ пекех киленсе итлеҫҫӗ, кайран вара сехӗрленсе ӳкнипе ҫывӑрма та пултараймаҫҫӗ. Пире ташлама черет часах ҫитмест-ха, каллех пӗр-пӗрне нимӗн те чӗнейместпӗр: вӑл ман пирки мӗн шухӑшланине пӗлес тесе эпӗ ун ҫине, пулӑшу кӗтсе, пӑшӑрхануллӑн пӑха-пӑха илетӗп. Кӑмӑл хуҫӑлнӑ хыҫҫӑн яланхилле ҫӗрӗпех пӗр вӑранмасӑр лӑпкӑн ҫывӑрса тӑнӑ ҫӗре куҫҫуль типнӗ, нервсем те лӑпланнӑ. Ытти маориецсем хӑйсен хуйхисене кӑтартнӑ май вӗсем ҫинчен мансах кайрӗҫ темелле. Старик чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр улӑм ҫинче ҫаврӑнкаласа, эхлеткелесе, хыҫаланса йынӑшрӗ. — Кӑна контузить тунӑ пулмалла, — терӗ ӑна Костя, ура ҫине тӑмасӑрах, сулахай енчи сӑмса шӑтӑкне пӑчӑртаса. Жихарев та, паллах, суймасть. — Йывӑҫ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Корчагин кӗсьине ярса тытрӗ. Урасӑр лётчик! Азири халӑхпа пӗрех! — тенӗ. Ҫӗр выртасси пирки вара йывӑртарах пулчӗ. — Паллах ӗнтӗ кун ҫинчен тепӗр хут тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Суха — вырсарни кунсенчи вӑйӑ-кулӑ мар, ҫавӑнпа та мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек ӗҫле», — халӗ ӗнтӗ ҫилленме пуҫласа шухӑшларӗ Давыдов. Мӗн вӑл ирӗк — ӑнланма йывӑр. Вырӑнсем тӗлӗнче, стена ӑшӗнче, пысӑках мар шӑтӑксем алтнӑ, унта, хаҫатсем ҫинче, кӗнекесем, пит ҫумалли тата хырӑнмалли хатӗрсем выртаҫҫӗ. Мӗнле калас, юратупа мӑр вӗт эп ун патне, — пӗтӗм чунпала… — Ҫул ҫине! — кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Фома, аллисене хыҫалалла туртса ҫыхнӑскер, куҫӗсене никам ҫине те ҫӗклемесӗр, пуҫне усса, чӗмсӗррӗн сӗтел патнелле утнӑ. Павка пуринчен те нумай, пӗр ывӑнмасӑр ӗҫлеме пултарать. — Начар паллӑ!.. Начар паллӑ!.. Ку хыпар пурне те савӑнтарчӗ. Вилнӗ хуҫа майрин хапхи умне ӗнтӗ полици те пырса ӗлкӗрнӗ, хуҫасем виле ҫине пухӑннӑ ҫӑхансем пек каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ. Ҫӗрле ҫил-тӑман ҫавӑрттарса тухрӗ. Ҫил ҫавӑракан тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм витӗр карапсем, куҫа курӑнакан кӗлеткесем пек шӑвӑна-шӑвӑна ҫухалаҫҫӗ. Тирек йывӑҫҫисен карӑнса ҫите пуҫланӑ папакисем кӑларакан пыл тутиллӗ шӑршӑ йӗкленмелле пылак, ҫавӑнпа та хӑй калаҫма тытӑнсан Давыдова тути хӗррисем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑнах туйӑнса кайрӗ. Ку ҫеҫ те мар-ха, чӗлхине ҫӑвар тӳпине лектерсен, вӑл пыл тутинех туйса илчӗ. Эпӗ унпа пӗрле ҫыпӑҫса карӑм. Пӗр эрне выҫӑ усрасан, санпа Куприяновна мар, тӑван арӑму та пурӑнма килӗшмест. Утнӑ чухне калаҫма ҫӑмӑлтарах. — Эх, шӑллӑм, — тесе пӳлчӗ ӑна Кирила Петрович, — тухса кай эсӗ, пӗлетне ӑҫта, хӑвӑн паллу-сӑнарусемпе. — Нимӗнех те мар, эпир ҫилпе туслӑ. Ан тив, вӗртӗрех — тет ана Сергей, кулкаласа. Санӑн хваттерӳнте пӗр кантӑк та, пӗр рам та ҫук, кӑмакисем ҫӗмрӗк. — Эпӗ сана, большевик е коммунист тесе шутлатӑп, — терӗ Павел хуллен. — Чӑнах та, — тенӗ Бим, унӑн сӑмахне малалла тӑсса, — Киш тӳрех упа ҫинелле утса пычӗ. Кайран пӗлтӗмӗр: ку вӑл вырсарни шкулӗнчен килнӗ экскурси кӑна пулнӑ имӗш, унта та пӗрремӗш класс ачисем ҫеҫ пынӑ. Турӑҫӑм! мӗнле кӑна тӑвӑлса килмерӗ пуль ман чунра! Том ӑна сӳтсе пӑхрӗ. Ман ырӑ кӑмӑла пӗлсех тӑр. Ҫамрӑк чухне кам ҫылӑха кӗмен ӗнтӗ, кхе, кхм… Вӑл вӑхӑтра «Бигль» ятлӑ карап командорӗ пулнӑ Фиц-Рой капитан ҫав ҫӗрсене 1835-мӗш ҫулта курса ҫӳренӗ. Сьеррӑн ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчи тайлӑмӗнче сӗткенлӗ курӑк ҫитӗнет, ҫавӑнта индеецсен кӗтӗвӗсем валли чи лайӑх ҫарансем пур. Темиҫе тӗрлӗ йывӑҫран пуян хура вӑрмансем нумай. Унта тӗрлӗ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ; альгаробо качака мӑйраки ӳсекен йывӑҫсенчен пӗри пулать, унӑн хуппине типӗтсе лайӑх авӑртсан, вӑл индеецсем валли ҫӑнӑх вырӑнне пулса тӑрать; авкаланса тӑракан вӑрӑм туратлӑ шурӑ квайрахо, вӗсенчен тир йӑваламалли япала тухать; хӗрлӗ квабрахо, — самшит пекех хытӑ йывӑҫ; питӗ ҫӑмӑл тивсе каякан наудубай, вӑрмансенчи пысӑк пушарсем час-часах ҫавсенчен тухса каяҫҫӗ; вираро, унӑн тураттисем ҫинче хӗрлӗ-кӑвак ҫеҫкесем пӗр пек пирамида евӗрлӗ кӑларса тӑраҫҫӗ; юлашкинчен, тимбо, ҫӳллӗшӗпе сакӑрвунӑ фут пӗлӗтелле тӑсӑлса ӳсекенскер, унӑн сулхӑнӗнче пӗр кӗтӳ ҫаплипех вырнаҫса тӑрать. Аргентинӑн ҫыннисем ҫав пуян ҫӗршыва пӗрре ҫеҫ мар пӑхӑнтарма хӑтланнӑ, анчах индеецсен хаярлӑхӗ вӗсене ирӗке яман. Темӗн чухлӗ ӳсентӑрансен тӗнчине Вентан сьерринчен юхса анакан йышлӑ шывсем шӑварса тӑраҫҫӗ. Мӗнле пулсан та ҫав шывсем нихӑҫан та типпе юлман. Анчах мӗн пурӗ те вӑл инҫетре пулни пӗтерсе тӑрать, ҫав райри пек кӗтессе ҫитес тесен, ҫӗр вӑтӑр миль ҫавӑрӑнса каймалла. Малтан Гуаминире шыв шырама пӗлсе Талькав тӗрӗс турӗ, мӗншӗн тесен вӑл экспедици ҫулӗ ҫинчех, нумай ҫывӑхра выртать. Ҫулӑн икӗ енӗпе те хирсем тӑсӑлаҫҫӗ, инҫетре хура вӑрман курӑнать, йывӑҫсен айӗнче ҫуртсем лараҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче Польшӑри пекех, пур енче те уй-хир ешерет. Тавӑрса сӑмах калас вырӑнне Артур ҫӗнӗрен хытӑ ахӑлтатса кулса ячӗ, хальхинче Джеймс: пирӗн Артур чӑнах та ӑсран тухман-ши тесе иккӗленме тытӑнчӗ. Ун ҫинчен акӑ епле каласа пама пулать. Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ. Хӗрачи вӑранчӗ, куҫӗсене мӑльт-мӑльт туса амӑшӗ ҫине пӑхрӗ те, вӑл та аллисене амӑшӗ патне кӑнтарчӗ. Хӗрсе чупнӑ хушӑра Сергей хапха патне пырса тухрӗ. Анчах ҫав самантрах — шухӑшӗпе мар, сисӗмӗпе — кунта ҫул ҫуккине туйса илчӗ. Каҫхи ҫапӑҫу халӗ те пырать. Ун хыҫҫӑн каллех шӑплӑх пуҫланчӗ. Унӑн тымарӗсем тӑрӑх индеец юнӗ те, испанец юнӗ мӗн чухлӗ чупнӑ, ҫавӑн чухлех чупнӑ; вӑл хыҫалти кӗтесре чӗнмесӗр, тапранмасӑр ларнӑ; хура куҫӗсем кӑна пӗр ҫын ҫинчен тепӗр ҫын ҫинелле чупнӑ, вӑл пурне те шута илсе асра тытнӑ. Анчах та таврара тата шӑпрах пулса тӑчӗ, ҫынсем хӑйсене хӑваласа тарӑхтарса ҫитернӗ кашкӑрсем пек ҫилӗпе тулашрӗҫ, мӑкӑртатрӗҫ, уйрӑм хаяр сӑмахсем пере-пере ячӗҫ. Унтан, ним чӗнмесӗр, пуҫӗсене усса, урасем кӑштӑртатнӑ сасӑпа урама янӑратса, малалла кайрӗҫ. Унтан каллех малтанхи сасӑ калаҫма пуҫларӗ, вара эпӗ ӑна палларӑм — ку Сильвер сасси. Вӑл темӗн ҫинчен чарӑна пӗлмесӗр калаҫать. Унпа пӗрле пыраканни ӑна хыттӑн ответлет. Икӗ лаши те; аманнӑскерсем, ҫӗр ҫинче туртӑнкаласа выртнӑ, лавҫӑ ӑнсӑртран пуля тивнипе вилнӗ: ӑна никам та тӗллесе пемен. Эпӗ яланах сана юратнӑ, Джо, яланах сан майлӑ тӑнӑ. Халлӗхе, ҫул станица хыҫӗпе ҫарансем тӑрӑх выртнӑ чухне, Ерошка калаҫрӗ. Курас тесен, ҫӗрле чиркӳ алӑкӗ умне кайса, ҫул ҫине пӑхса ларас пулать. — Пӑрах, — терӗ Юргинӗ салхуллӑн. — Чунна упра. Чӗртавар калаҫать! Вӑл хӗпӗртесех ӳкрӗ: шенкер мундир тӑхӑннӑ ҫынсем хӑйсен траншейисем патне арӑш та пирӗш чупрӗҫ, йӗри-таврах шенкер мундирпе хӗрлӗ шӑлавар тӑхӑннӑ вилесем выртаҫҫӗ, вилейменнисем йынӑшса хӑйсен енне шума тӑрӑшрӗҫ. Тепӗр ҫур сехетрен Козельцова носилка ҫине хурса Николаевски казарма умне ҫитерчӗҫ. Вӑл хӑй суранланнине пӗлсех выртрӗ, анчах нимӗн ыратнине те сисмерӗ. Унӑн сивӗрех япала ҫеҫ ӗҫесси килчӗ, канлӗрех выртасси ҫеҫ килчӗ. Хӑш-пӗр чухне ҫил ҫаптарса, вӗт ҫумӑр е юр кӗрпи пӗрӗхтере-пӗрӗхтере илет. — Нивушлӗ унта никам та пурӑнмасть? — ыйтатӑп хайхи. — Ҫук, никам та пурӑнмасть, теҫҫӗ. — Ӗлӗкхи мар ҫав Бяла Черква, ӗлӗкхи мар… Ҫакна пӗлтернӗ чух Половцевпа Лятьевский пӗр-пӗрин ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗҫ. — Ну, тух, тух, — тенӗ вӑл, ӑна турта хушшинчен кӑларса. Эхер кӑмӑлу пулсан, ман билета ил. — Эпӗ пӗлетӗп ӑна, — тесе йӑл кулса илчӗ китаец. Британи шыва путса анать, ун палуби ҫинче вӑл ашшӗ ҫӳренине курать; вӑл ашшӗ ҫыран хӗрринелле мӗнле ишсе тухнисене пӑхса тӑрать; унпа пӗрле вӑл ҫыран хӗрринчи чулсенчен яра-яра илет; хум ҫапакан енӗпе хӑйӑр ҫинче чыхӑна-чыхӑна кайса упаленет. Анчах ун ҫинче ларса пыракан ҫынӗ ӗнтӗ ӗлӗкхи мар, пуҫне касса илнӗ вилӗ ҫын мар, Морис-мустангер, хӑй суд аллине тытса пама тӑрӑшнӑ ҫын. Ҫанталӑк ҫинчен калаҫкаласан, — ку калаҫӑва Мими те хутшӑнчӗ, — анне хӑшпӗр хисеплӗ тарҫӑсем валли поднос ҫине ултӑ катӑк сахӑр хучӗ, тӑчӗ те чӳрече тӗлӗнчи тӗрӗллӗ каркӑҫ патне пычӗ. Константинопольре, Афинӑра портсенче ӗҫлесе пурӑнтӑм, акӑлчансемпе французсене курса тӑрантӑм. Аннен ҫемҫе кӑмӑлӗ пирки пӗр иккӗленсе тӑмалли те ҫук; анчах та атте кӑмӑлӗпе унӑн шухӑшӗ-йӗркисене пӗлсе тӑнӑ май, манӑн юрату ӑна хускатма пултараяс ҫуккине сисетӗп, ӑна вӑл ҫамрӑк ҫыннӑн ӑсӗ выляни вырӑнне ҫеҫ хумалла. Каҫхине вӑл, темӗн пысӑкӑш те шурӑскер, отвода ларатчӗ те, юхса каякан инҫелӗхелле салхуллӑн пӑхса, сехечӗ-сехечӗпе чӗнмесӗр ларатчӗ. Тарӑхса ҫитнипе, ӗҫместӗп тесе, сӑмах панӑ эпӗ. Сывӑ пулӑр, полковник. — Тавтапуҫ сире, — терӗ вӑл. Кӗпер ҫине ывӑнса ҫитнӗ, шӑрӑхпа аптранӑ ҫынсем хӑпараҫҫӗ. Кусем пассажирсем мар. Кӗперпе пуринчен ытла чугун ҫул районӗнче пурӑнакансем хулана каҫса ҫӳреҫҫӗ. Вӑл шухӑша кайрӗ… ерипен, сӳрӗккӗн те ҫиллессӗн. Павел Петрович чӑтаймасӑр хыпса-ҫунса ларать; юлашкинчен, акӑ унӑн ӗмӗчӗсем те ҫитрӗҫ. — Ҫук, эпӗ кунта кӗнӗ чух урамра никам та ҫукчӗ пек. Варя куҫҫульпе тулнӑ куҫне Давыдов ҫинелле ҫӗклерӗ. Павел — ун пуҫӗ… Хинин йывӑҫӗн хуппине пуҫтаракан индеецсем вӗсене ялан симӗс ҫулҫи тӑрӑх ҫеҫ уйӑрса илеҫҫӗ. Вӗҫем пирки чуна пӑсни кӑна. Шеремет яшачи! Халь мунчара выртать, — терӗ. Пирӗн ушкӑнӑн хӑрушла тупи Эпир чӗрне вӗҫҫӗн утса, туратсем пуҫа перӗнесрен аяларах пӗшкӗнсе, йывӑҫсем хушшинчи сукмакпа сад вӗҫнелле кайрӑмӑр. — Сире ҫулташ кирлӗ мар-и? Халь ӗнтӗ каясси инҫех те мар — ҫурҫӗрелле Катьӑран пин километр ҫеҫ инҫете каймалла… Ман шутпа вара, пурте пӗрех. Ан лӗпӗртет, кирлӗ мар ҫӗре ан сӗкӗн! — Илӗр те хӗресе, ман ывӑлӑм, — терӗ вӑл, — сирӗн чунӑр лӑплантӑр, мӗншӗн тесен пирӗн турӑ йӑваш та кӑмӑллӑ. — Каяр кунтан, Самуил! — терӗ вӑл шӑппӑн, аран илтӗнмелле. Эпӗ ӑна ҫакӑн пирки асӑрхаттартӑм; анчах вӑл мана хирӗҫ: Эпир алӑсемпе ытларах е сахалтарах сулнинчен усӑ та, сиен те пулмасть! аяккарах та каяс ҫук,» — тесе ответлерӗ. Манӑн ирӗксӗрех унпа килӗшмелле пулчӗ. — Гленарван! — терӗ Паганель, мӑнаҫлӑн. Юлашкинчен вӑл куҫне уҫнӑ та хӑй умӗнче хӗрарӑм тарҫи сӑмавар чӗртсе тӑнине курнӑ. — Мӗншӗн-ха гримӑр ытла сиввӗн те хӑрушшӑн кӑтартать? Вӗсене е пӗр-пӗр утрава, е ҫӗрсе кайнӑ ватӑ йывӑҫӑн пӗр-пӗр турачӗ тӗлне алтса чикеҫҫӗ. Ҫур ҫӗрте турат мӗлки хӑш тӗле ӳкет, лӑп ҫав вырӑна алтса чикеҫҫӗ. Анчах, пуринчен те ытларах, усал тухакан ҫуртсенчи тӗпсакайсене пытараҫҫӗ. Миронӑн пӳрнисене хытӑ шатӑртаттарас йӑла пулнӑ, вӑл вунвиҫӗ ҫултах куҫлӑх тӑхӑнса ҫӳреме тытӑннӑ, ҫавна пула унӑн кайӑкӑнни пек вӑрӑм сӑмси кӑштах кӗскелнӗ пек курӑннӑ, йӗрӗнмелле ҫутӑ куҫӗсем пӑртак тӗксӗмленнӗ. Кам-ши вӑл, питӗ нумай калаҫтаракан ҫав вӑрттӑн Варламов, Соломон йӗрӗнчӗклӗн курайманскер, ҫав вӑхӑтрах илемлӗ графиньӑна та кирлӗскер? Чыс пирки сӑмах пынӑ чух вӑл хурҫӑ пек ҫирӗп, Рада ҫавна пит лайӑх пӗлет. Ку ҫуртра манӑн чи лайӑх самантсем иртрӗҫ, анчах ҫак ҫуртпах манӑн чи йӑвӑр асаилӳсем ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. — Унӑн пуҫӗ. Амӑшӗ пӗшкӗнсе ӑна ҫӗртен ҫӗклерӗ. Сире ни ачашлӑх, ни юрату, ни ахаль иленӳ кирлӗ пулман. Стефчов хӗрсе кайрӗ. «Акӑ сире ҫавӑншӑн, Иван Никифорович», терӗ Иван Иванович чышкине тӑсса, вара алӑка хыттӑн хупрӗ те тухса кайрӗ. Анчах, кунсӑр пуҫне, хаҫатӑн тепӗр тӗллев, чи кирлӗреххи пур, вӑл — личность тивӗҫлӗхне тата промышленноҫпа суту-илӗвӗн интересӗсене сыхласси… Ҫӳресси-тӑвасси пур пулин те, ҫавӑ пурте, ҫынсемпе, лашасемпе пӗрле ниҫта тапранман пек, куҫа курӑнман сӑнчӑрсемпе кӑкарса хунипе пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса тӑнӑ пек туйӑнать. Вӗлернӗ ҫынна курсан, вӑл хӑйне тахӑше ҫапнӑ пекех чӗтресе илчӗ, питне аллисемпе хупларӗ те макӑрса ячӗ. Малаллах пӑхса, вӑл ӳссех пыракан тӑвӑла хирӗҫ вӗҫрӗ. Унран тепӗр ҫыру киличчен Алексей ӑна ответ пама, геройсенчен те герой пулса тӑракан ҫын — эп мар вӑл, эсӗ, вӑрҫӑри вут-ҫулӑм ӑшӗнче лӑпкӑн, ҫине тӑрса тӑрӑшакан пӗчӗк хӗрача, тесе ҫырса яма та пултарайман. Анчах та тепӗр каччи ӑна ҫакна тума май пур таран чӑрмантарма тӑрӑшать, дамине вӑл вӗҫӗмсӗрех пӑркалать, енчен-еннелле турткалать, хай е кутӑн чакать, е хӑяккӑн тӑрса сиккелет, кунтан та ытларах, леш ҫыннине кӑкӑрӗнченех тӗллесе, ирӗклӗ сулахай аллине хута яни те пулкалать. Ҫак фигура вӑхӑтӗнче залӑра яланах илемсӗр, тӳрккес те йӗркесӗрле тӗркӗшӳ хускалса каять вара. Ҫул ҫине тухрӑм та шухӑшласа утатӑп: мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Мана хирӗҫ пӗр арҫын ача килет, эпӗ унран: пӗр ватӑ негра, ҫавӑн пек-ҫавӑн пек тӑхӑннӑскерне, курмарӑн-и тетӗп. — Куртӑм, — тет вӑл. Робеспьер хӑй умӗнче выртакан ручкине илсе «Обществӑна хӑтаракан Комитет» тесе пичетленӗ хут ҫине тӑватӑ йӗрке лайӑх ҫырса алӑ пусрӗ те хутпа перона Дантона пачӗ. Вӑл хӑй умӗнчи Сашӑн хура куҫӗсене тӗтре витӗр курнӑ пек курнӑ; вӗсем хускавсӑр пулнӑ, темӗн пысӑкӑш курӑннӑ, ҫитменнине — ӳснӗҫемӗн ӳссе пынӑ. Мана вӑл хӑй патӗнче эпӗ хама ирӗклӗ те никама пӑхӑнман ҫын пек туйтарттарасшӑн пулчӗ, ҫак тӗлӗшпе вӑл пӳрнипе паллӑ туса, хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене пӳлӗмрен тухмашкӑн ыйтрӗ. Павка малтан пӑшал пирки шарласшӑн марччӗ, анчах пиччӗшне суясси килмерӗ, пӗтӗмпех каласа пачӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Леноре фрау ахлатса илчӗ, «пуҫ ҫурӑлса тухать», тесе пӗлтерчӗ. Артналёт пуҫлансанах, Андрей аманчӗ — осколок унӑн хӑлхине ҫурса кайрӗ. Ватӑ вӑрман шӑпланмасӑр, пӗр пек шавлама пуҫларӗ. Эпӗ тӳрӗ ҫулпа пыратӑп, эпӗ чунӑмпа унталла-кунталла тӑрӑнкаламастӑп, тӗттӗм тӗнчене йышӑнмастӑп… Кӗпертен иртсен вӑл ҫул ҫине тухрӗ. Ҫул аллея пекех сарӑлса выртать. Хӑшӗ те пулин пӗр орган мар, темиҫе органсем саккун кӑларас йӗркене пӗтермешкӗн вӑхӑт ҫитнех ӗнтӗ. Ҫурма ҫула ҫитсен Андрей пӗр пӗчӗкҫеҫ шыв хӗрринче тапак туртма чарӑнса тӑчӗ. Пӳлӗме пырса кӗрсен, малтанхи вунӑ минучӗ хушшинче Флоринда чарӑна пӗлмесӗр тӗрлӗрен пустуй япаласем ҫинчен пакӑлтатнӑ, Луиза хӑй кӗскен сӑмах хушкаланипе ҫеҫ калаҫӑва хутшӑнкаланӑ. Халь эпир пурӑнатпӑр ӗнтӗ! — Ҫук, Андрей, — пат татсах каларӗ вӑл, — тек тӳсме пултараймастӑп. Улитка карчӑк та ҫапла пӗр кӗпе вӗҫҫӗн кӑна. Пӗрре сӗртӗн кӑна — тӑвӑл пусӑрки тинӗсе сасартӑк пырса ҫапнӑ евӗр, пӗтӗм чун-чӗре лӑпкӑлӑхӗ тӗпне ҫитиех хускалса каять. Козаксем хӑйсем те унӑн никама хӗрхенме пӗлмен хаярлӑхӗпе тискерлӗхне ытлашши тесе шутлаҫҫӗ. — Ну, апла пулсан, эсир халӗ ӗнтӗ текех ӳпкелешместӗр? Ленин ҫурчӗн кивӗ кирпӗчисене шыраса тупас вырӑнне, вӑл ҫав мещен хӗрарӑмӗпе урамсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗ! — Шура… турӑҫӑм! Каҫхи ҫил-тӑман ҫула пӗтӗмпех шӑлса лартнӑ. Вӑл ӑна шӗвӗр тӑрӑллӑ чалӑш кӗрт йӑранӗсемпе картла-картла хунӑ. — Пӗлместӗп, тен, кун каҫичченех, ҫӗрӗпех, ӗмӗрлӗхех… пӗлместӗп. Ҫакӑнса тӑракан лампа ҫути тилӗ тир ҫӗлӗкӗ ҫинелле чалӑшшӑн ӳкет, ҫӗлӗкӗн хӗп-хӗрлӗ ҫӑм пӗрчисем йӑлтӑртатса илеҫҫӗ те, вӗсенчен тӗтӗм тухнӑ пек туйӑнса каять. Ӗҫсе пар-ха, шӑллӑм! Кӗрӗр-ха ман патӑма, тархасшӑн, пӗр йывӑр ӗҫре эпӗ сиртен пулӑшу илес тетӗп. — Илтнӗ пуль-ҫке, мӗн ыйтса тӑратӑн тата… Гриша мана… Эпӗ кирек хӑҫан та прогресшӑн тӑратӑп. Ҫамрӑк ӑру яланах прогресшӑн. Паян ҫеҫ эпӗ Полтавӑран таврӑнтӑм» терӗ Иван Никифорович. Ҫывхарсах килекен Уйӑха пурин те курас килет. Унӑн хӑранӑ куҫӗсем, усӑнса аннӑ куҫхаршисем айӗнчен сӗтел ҫине сарса хунӑ декрета тӗпсӗр ҫырма ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Хыҫалти ретсенче пӗр тенкелӗ шатӑрт туса илчӗ, ҫирӗме яхӑн ҫын ушкӑнӗ шавлакаласа алкумне тухрӗ. — Пӗр хитре пике хӑйӗн ҫулҫӳреве тухса каякан савнине каялла таврӑниччен кӗтме те хӑй хӗрлӗхне унсӑр пуҫне никама памасӑр упрама пулнӑ. — Хатӗрленӗр! Джемма пӑрӑнса тӑрсан Санин каллех хӑлаҫланма пуҫларӗ. Индеец ун витӗр аллине чиксе, йӗри-тавра мӗн пуррине хыпашласа пӑхать, мӗн чӑрмантарнине тӗпчесе пӗлет. Вӑл та ҫырать-ҫке. Савельич, минутсерен тенӗ пекех, ман айӑка ҫапӑнса ахлата-ахлата илет. Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетес тесе, ҫулне сылтӑмалла тытрӗ. Мересьев хӑй пурӑнакан «каюра хулине» ялан ҫӳренӗ вӑрман урлӑ мар, тавраран, ҫӑра курӑкпа хупланнӑ уй урлӑ кайрӗ. Анчах кулак хӳрешки пирки — эсӗ ахалех калатӑн, эпӗ ҫуркунне чирлемен, чире ҫеҫ пенӗ тесе те ахалех калатӑн. Иксӗмӗр кӑначчӗ эпир. Факт! Эсӗ каланӑ сӑмахсене эпир ҫителӗклех тӳсрӗмӗр, анчах эсӗ чӑнласах ыйтӑва ҫапла лартатӑн пулсан, — тархасшӑн! Эпир эсӗ парти линине хирӗҫ тухса калани ҫинчен райкома официально ҫырса пӗлтерӗпӗр! Хӗрарӑмсем килӗсене кайса пӗтрӗҫ… Ҫавӑнпа Джонни хӑйӗн начар апатне ҫисенех пукан ҫинчен сиксе тӑрать те сӗтел хушшинчен тухать. Пур пулӑҫӑсем пекех, вӑл поэт пулнӑ, Атӑла, лӑпкӑ каҫсене, пӗчченлӗхе, пурӑнӑҫ ҫине айӑкран пӑхма юратнӑ. — «Ҫаплах пулать терӗм ҫав!» — тесе юлашки хут вӗрсе илчӗ Арто, вара вӑл, мӑчлатакан куҫӗсене хуҫи ҫинчен илмесӗр, кайри урисем ҫине ӳкӗнерех ларчӗ. — Ку хутӗнче ҫамрӑксем хирӗҫмерӗҫ. — Эпӗ ӑнланатӑп. Яланхи условисемпе пенӗ пулсан, вӑл мана ураран тӗллеме пултаратчӗ, мана ним мар амантса, хӑй кӑмӑлне ытлашши татмасӑрах мана тавӑрма пултарнӑ пулӗччӗ; анчах халӗ ӗнтӗ унӑн сывлӑшалла персе ямалла е ҫын вӗлерекен пулмалла, е хӑйӗн ирсӗр шухӑшне пӑрахса, манпа пӗр пекех хӑрушлӑх умне тухса тӑмалла пулать. — Мӗншӗн сывлӑшалла петӗр? — ыйтрӗ Санин. Никам та вырӑнтан хускалмарӗ. Елена Берсенева курманни икӗ эрне ытлаччӗ ӗнтӗ: юлашки кунсенче вӑл Стаховсем патӗнче питӗ сайра пулкаланӑ. — Ӳсӗр пулнӑ пулсан, татахчӗ хуть. Ҫук, ӳсӗр те мар вӗт-ха. Тупата, ӳсӗр мар! Вӑл хӑйӗн шӑллӗ тенкел ҫинче, ҫамрӑк ҫӑкасем хушшинче ларнине курчӗ; ун умӗнче, темле палланӑ ӳкерчӗк ҫинчи пек, турра кӗлтӑвакансем вунӑ-вуникӗ ҫын вырнаҫнӑ: хулӑн пиртен ҫӗленӗ пальто тӑхӑннӑ, кипке татӑкӗсемпе чӗркенӗ урине резина ботик ӑшне чикнӗ хура сухаллӑ купец; скопец-улшуҫ евӗрлӗ самӑр старик; салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, сарлака янахлӑ, пулӑнни пек куҫлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ йӗкӗт; Пулӑ тытатӑн апла? — «Мӗн каларӗ-ха вӑл сана?» Алексее пӑхса та тӑмарӗҫ. Докторӑн сан-пичӗ кӑштах улшӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах вӑл хӑйне хӑй алла илчӗ. Унӑн гимнастёрки ҫумне те, тӗксӗм шӑртлӑ пуҫне те пылчӑк ҫыпӑҫса пӗтнӗ. Пӗр эрне каярах Павлюк пан полковнике такӑнтарса ӳкерес тесе ура хунӑ пулнӑ. Унӑн питҫӑмартисем ҫине хӗп-хӗрлӗ юн пек тӗмпӗл-тӗмпӗл тапса тухнӑ хӗрлӗ йӗрсем ерипен шупкаланма пуҫларӗҫ. Ан манӑр пире, тӑтӑшах ҫыру ҫырӑр. Е кушак? — Халь вӗлерме пӑрахрӗҫ, — асӑрхаттарчӗ Алексей. — Ӑҫтан кӑна шыраса тупнӑ вӗсене Дейко? Тата малта ӗрӗхсе кайнӑ пек пыракан юланут хыҫҫӑн чӑтлӑха иккӗшӗ кӑна пырса кӗреҫҫӗ. Ун патне пӗр ҫирӗм ярд та пулин ҫывӑхарах пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна персе лектерме пултарӑттӑм. Кадет ман ҫӗҫҫе ыйтса илчӗ, хулӑн кӗпҫе касса шӑхлич турӗ те шӑхӑртма пикенчӗ. — Эй, турӑ, ҫук вӑл килте! — кашӑкне ҫӑварӗнчен кӑларса, ҫавӑнтах пурин ҫине те тӗлӗнсе те хавассӑн пӑха-паха илчӗ вӑл. Ҫапла туса вӗсем хӑватлӑ вилен ҫиллине хӑйсем ҫинчен сирме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата ӑна тупӑкра пӗрле пурӑнма тесе тарҫӑсем парса хӑвараҫҫӗ. Вавжон начарланнӑҫемӗн начарланса ҫитрӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл аташать, унтан тӑна кӗрет, хӑй ытла вӑйран кайнӑ. Ҫавна тӳсме ҫук, тӗлӗнмелле хӑватлӑ скрипка каланине туйса илсен, — мӗншӗн тесен ӑна итлени хама ыраттарнӑпа пӗрехчӗ, вара эпӗ тумба ҫине лараттӑм. Кинӗ вӑхӑт ҫитсе иртнӗ хыҫҫӑн та чылайччен йывӑр ҫӳрерӗ; унтан Наталья, икӗ талӑк хушши асапланнӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗш кунне хӗрача ҫуратса парсан, Артамонов кӑмӑлсӑр пулчӗ: — Ну, мӗн вара ку… Сарлака хулпуҫҫиллӗ те патварскер, тарпа йӗпеннӗ шалпар кӑвак кӗпе тӑхӑнса янӑскер, вӑл пиҫиххисӗр, темшӗн тата ҫара уранах, сарлака сарӑ сухалне каҫӑртса (ун пек сухалпа халь сахал ҫӳреҫҫӗ!) шӑтӑкран пӑхса тӑрать, йӑрӑ та вичкӗн кӑвак куҫӗсене салхун хӗскелесе илет. Тепӗр ҫур сехетрен ҫак хӗрарӑм, паҫӑр пуҫланӑ калаҫӑва малалла тӑссах ҫапла пӑшӑлтатса илчӗ: — Мишкӑна хӑюллӑхӗшӗн юрататтӑмччӗ, сана ӗнтӗ… ытахальтен кӑна, нимӗншӗн те мар, — ҫав вӑхӑтрах ҫунса тӑракан пӗчӗкҫеҫ хӑлхине Андрей кӑкри ҫумне тӗршӗнтерчӗ. «Капла вӑл ҫӗр каҫа та ларма пултарать. Паллах, мана кансӗрлесшӗн мар» — тесе шухӑшласа илчӗ вӑл. Ытти пӗчӗк рольсенче вылякансем те пайтах тупӑнчӗҫ. Вӑл чирлӗ пулас, анчах, кӑмӑлӑра хуҫас мар тесе, сире ҫакӑн ҫинчен каласшӑн мар; ӑна кичем пулас; анчах сирӗншӗн вӑл хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшипех кичемленсе пурӑнма та хатӗр; эсир хӑвӑр ӗҫӗрпе (кирек мӗнлипе: сунара ҫӳрессипе-и, кӗнекесемпе-и, хуҫалӑхпа-и, службӑпа-и) ытлашши тӑрмашни ӑна питӗ хуйхӑртать пулас; ҫак ӗҫ сире пӗтерсе хурассине вӑл курать, — анчах шарламасть, чӑтать. Апатланнӑ хыҫҫӑнах Гарри Грант хӑй пурӑннӑ ҫуртне йӗркене кӳртрӗ. Кунсӑр пуҫне, яхтӑна юсаса та пӗтереймен пулмалла. — Ну, ҫапах та? — тӳссе тӑраймасӑр ыйтрӗ Алексей. — Ҫапла пулмалла. Тӗлӗнмелле лайӑх старик ҫав Иван Васильич! Арӑмсем тухатчӗҫ вара галунсемпе ҫӗлесе ҫаврӑннӑ сарафансем тӑхӑнса. Хамӑн приказчик ҫав мӗскӗн ҫынна хама Псалтирь вӑрлаттарма вӗрентнине илтсен, эпӗ хӑраса карӑм. Куракансем вунсакӑр ҫулхи тӗксӗм ӳтлӗ ҫамрӑка кӑна, ҫамрӑк шӑм-шаклӑ ҫынна кӑна курнӑ. Эсир Севастополе хӳтӗлекенсене ӑнланма пуҫлатӑр: ҫак ҫын умӗнче сире, темшӗн, аван мар пек туйӑнса каять. — Ырӑ мар пулмӗ-ши сиртен ҫакна ыйтсан… — тесе пуҫларӗ Паганель, Майкель Паттерсон ҫине пӑхса. — Пушалста, — терӗ ҫамрӑк ҫын! — Ӗнер Моцартӑн тӗлӗнмелле мелодине эсир юрламарӑр-и? Вӑл ӳксен вара, юлашкинчен, Андрей тинех ӑнланчӗ: аякран ӑна ахаль мар кӑшкӑраҫҫӗ иккен: ун патнелле тӳрех нимӗҫсем чупаҫҫӗ-мӗн. Симурден ҫав алла халӑхран ыйтса илнӗ те Бастили тӗрминче вӑтӑр ҫичӗ ҫул ларнӑ Латюда чаплӑ депутаципе кайса панӑ. Мӑн ҫулсем патӗнче вӗсем ҫирӗп тӑнӑ. — Сталин юлташ аграрниксене каланӑ сӑмаха пӗтӗмӗшпех тепӗр хут вуласа тухас-ха. Тархасшӑн чӑркӑшса ан тӑрӑрсам эсир! Пӗрне ҫех перет: «Тухса сирпӗн!» те «тухса сирпӗн!» «Вӑлах», — савӑнӑҫлӑн шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл мӑнастир хӗррипе те тухрӗ, хаклӑ вӑхӑчӗ нумай иртнипе Натанаил игумен патне кӗрсе чӑрмантарасшӑн пулмарӗ. — Турцие-е!.. — тӑсса каларӗ ҫамрӑк. Анчах каяс вӑхӑт ҫывхарса килнӗҫемӗн пӗчченлӗх сехӗрленӗвӗпе чӑтма ҫук пысӑк тунсӑх ҫавӑра-ҫавӑра илчӗ мана. — Ҫитӗ сана! — Хальхинче сире эпир юнпа тӗнӗ кӗртрӗмӗр. Вӑл ҫинӗ татӑкӗсене ӑна пӑрахса панӑ… Козельцов нимӗн ӑнланмасӑрах доктор ӗҫленине сӑнаса выртрӗ. Вӑл 5-мӗш бастион ҫинче мӗн пулса иртнине аса илчӗ, хӑй чӑн-чӑн салтак пек ҫапӑҫни ҫинчен хӗпӗртесе шухӑшларӗ, пӗтӗм служба вӑхӑтӗнче-те-ха кун пек лайӑх ӗҫ эпӗ туманччӗ-ха, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, хама хам нимӗн чухлӗ те ӳпкелеме пултараймастӑп эпӗ, терӗ вӑл юлашкинчен. Унтан Егорушка иконостас ҫывӑхнерех иртрӗ. Эпӗ хатӗрленсе ҫитсен ирхине те вӑхӑт пулӗ-ха. Хуҫа мана ҫӳҫрен ыраттармасӑр хуллен ярса тытрӗ те, куҫран пӑхса, тӗлӗнсе каларӗ: — Эсӗ кӑртӑш пулӑ йышшискер курӑнать. Апла эппин, вӑл та пурнӑҫра мӗн те пулин тума пултарать. Йывӑр ӗҫ пулчӗ вӑл — сывалса каллех пурӑнасси, мана акӑ халӗ те пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗрет: мӗн усси пулчӗ-ха вилӗмпе ҫавӑн пек кӗрешнинчен? Вӗсем хушшинче эпӗ пӗр голландеца асӑрхарӑм. Карап командирӗ мар пулин те, вӑл пиратсем хушшинче авторитетлӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫапла, ҫапла… Тӗлӗнмелле вӑйпа ывӑтнӑ костыль сывлӑш ҫинче шӑхӑрса вӗҫсе пычӗ те, Тома ҫурӑмӗнчен хул лапташкисен хушшине тӑрӑнчӗ. Мӗншӗн эп вуникӗ ҫул хушши гимназире тата университетра типӗ, кичем, хама ним тума кирлӗ мар хирӗҫлевлӗ ӑҫтиҫука канма пӗлмесӗр ҫӑтнӑ? Артамонов, ҫул хӗрринчи хыр тункати ҫине ларса, хӑйне хӑлхинчен турткаларӗ те, пӗррехинче хӑй Ольгӑна:«Чун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт ҫук», — тесе ӳпкелешсе каланине аса илчӗ. — Кӑмӑл тусамӑр-с, — мӑкӑртатрӑм эпӗ. — Ҫук, каймасан аванрах пулӗ. Хам инкеке кӗрсе ӳкни ҫинчен шухӑшласа, эпӗ пайтах вӑхӑт хушши енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӑм, кашни минутрах турӑ айӑпласса, кӗтмен ҫӗртен вилӗм килсе хупласса кӗтрӗм, — ку шухӑш мана ҫырса кӑтартма ҫук хӑратса сехӗрлентерчӗ. — Ахӑртнех, чей ӗҫме урӑх чухне килмелле пулать, — терӗ Василий пӑшӑлтатса. Пӗр вӑхӑтра эпӗ уншӑн император умӗнче хута кӗрсе ӑна пулӑшу кӑтартнӑччӗ. Вӑл витнӗ портшезпа вӑрттӑн пычӗ те, хӑйӗн ятне каласа пӗлтермесӗрех, йышӑнма ыйтрӗ. Ан пӑрӑнса юлӑр ӗнтӗ вӗсенчен, ан уйрӑлӑр, ан пӑрахӑр хӑвӑрӑн ачӑрсене — ан хӑварӑр вӗсене пӗччен. Анчах «Пӗтӗҫленеслӗхӗн юнлӑ парнин» хӑрушла вӑрттӑнлӑхӗсем ун ӑсӗпе чӗрине турӑсен амӑшне пуҫҫапассинчен йӗрӗнмеллех йӑлӑхтарса ҫитернӗ. — Ох, тӑрнаккай-й! — терӗҫ ҫывӑхри тӗмӗсем хушшинче. Хӑйне алӑк уҫса кӗртнӗ-кӗртменех, Гек тӳрех ҫапла каларӗ: — Тархаслатӑп, эпӗ сире каланине никама та ан калӑр, ахаллӗн манӑн пурнӑҫ курасси те пӗтет. Хальччен пулман тискер ӗҫ тума киревсӗр вут тӗртнинчен нимӗн те тухмарӗ; маркизӑн хӑрушӑ шухӑшӗ пурнӑҫланмарӗ. — Юрать, е, ҫук, апла мар, пӗр сӑмахпа каласан, касса ярӑр. Нивушлӗ эпир ҫавсем ӗмӗтленнӗ ӗмӗте тататпӑр? Малтанах Алексей ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, вӑл ку хӗрӗн яштӑм тӳрӗ урисене ҫеҫ асӑрханӑ. Кошевой ӑслӑ та чее козак пулнӑ, запорожецсене питӗ лайӑх пӗлнӗ. — Нимӗнех те мар. Татрӑм шухӑша! Куҫа ҫакнашкал илӗртекен илемлӗ пейзажа эпӗ тахҫантанпах курманччӗ. Хам ывӑтса пӑхрӑм: пит аван ялкӑшать. Цех начальникӗ Фидина ӗҫрен кӑларма ыйтса рапорт панӑ. Пурте калаҫса пӗтерсен, вӑл темиҫе сӗнӳ пачӗ, ҫав сӗнӳсемпе нумайӑшӗпе тавлашмасӑрах килӗшрӗҫ. — Тухса кай! — тата хытӑрах мӗкӗрсе ятӑм эпӗ. — Намӑс. — Ҫапла ҫав, — тенине илтет те Петр, хӗр те хӑйпе пӗрешкел туйӑмлӑ пулнӑшӑн савӑнать. Вӑрман ӑшӗ тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсе пырать; каҫхи шуҫӑмӑн кӗренрех ҫути ерипенех тымарсен ҫийӗпе, йывӑҫсен вуллисем тӑрӑх ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пырать, аялти ҫара туратсем ҫинчен ҫывӑрса кайнипе хускалмасӑр тӑракан йывӑҫ тӑррисем ҫине куҫать… Вӑл сана тиркес ҫук, ку пушшех те аван. Вӑл пыриччен Оля хатӗр пулнӑ ӗнтӗ. — Хурланатӑн-и? — йӑл кулса ыйтрӗ Давыдов. — Унта хӑҫан ҫитӗпӗр? — Мӗншӗн сӑнчӑр ҫинчен калаҫмалла? — ун сӑмахне ярса илчӗ Елена. Дяденко салхуллӑ ларчӗ, Володя темӗн пирки йӑл кулкаласа илчӗ, Черновицкий, пурӗпӗр хӑйне тухать тесе, ӗнентерме пикенчӗ, Краут вара ним чухлӗ те пӑлханмарӗ. Капитанпа унӑн помощникӗ вӑтаҫӗрти палуба ҫине илсе тухакан трап патне ыткӑнчӗҫ, анчах анма пултараймарӗҫ: артиллери патӗнчисем пурте, хӑранипе пӗр-пӗрне тӗрткелесе, васкасах ҫӳлелле чупаҫҫӗ. — У, каттӑршнай! Пиратсем хунӑ вут халӗ шӑпах ман ҫурӑм хыҫӗнче курӑнать. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вуникшер сехет тӑсӑлнӑ, европеецсем артиллерипех ҫапӑҫнӑ пулин те маориецсем парӑнман, хӑйсен позицинчен пӗр вершук та каялла чакман. Ҫук. Кам пирӗн корпус командирӗ? Пӗтӗмпех тарланӑ, йӗпенсе кайнӑ турӑ лаша хура пекех туйӑннӑ; унӑн аяккисемпе мӑйӗ кӑпӑкланса ларнӑ. Эпӗ хӗрсемпе паллаштарсан, вӑл хӗрелсе кайрӗ, унтан: «Чӗрчунсем сирӗншӗн интереслех пулмӗҫ ҫав», тесе мӑкӑртатса илчӗ. Ахӑлтату кӗрлесе кайнӑ, анчах часах лӑпланнӑ, мӗншӗн тесен, Яков Тарасович, ура ҫине тӑрса, ӳсӗркелеме пуҫланӑ, унтан, кукшине шӑлкаласа, купецсем ҫине хӑйне итлеме тилмӗрен хатарлӑ куҫпа тимлӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӗсем ман пуҫ ҫине сивӗ шыв тӑкаҫҫӗ! — Нивушлӗ эсир халӗ те шанатӑр-ха? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ ӑшӑм тулса килнипе. Тепӗр иккӗшӗ Пӗрлешӳллӗ Штатсен тыткӑнне ҫакланнӑ, вӗсене Лос-Анжелосра тытса усранӑ. Сталин, Молотов ҫине пӑхса, хуллен кулса илчӗ, лешӗ те кулчӗ. Этем хӑйне хӑй юратассинчен эпир сиссе юлмасӑрах юрату ҫине куҫрӑмӑр, ку ыйтупа калаҫу пӗте пӗлмессӗн туйӑнчӗ. Сут тума вӑхӑт ҫукчӗ. Кунта, хуралнӑ маччара, шӑтӑк пурччӗ, ӑна хупнӑ чухне нимӗн те палӑрмастчӗ. Федор атте вулама канаш парать: кӗнекесем вула! — тет Эпӗ — вулатӑп, анчах та кӗнеке маншӑн, инҫетри вӑрман пек, ӑнланмалла мар шавлать. Вал чеен кулса илчӗ те ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Телейлӗ ҫул пултӑр! — терӗ хирӗҫ Элен, чут ҫеҫ макӑрса ямасӑр. Килӗшӳ договорӗн условийӗсем Боцман Гленарван умне кӗрсе тӑрсассӑнах конвоирсем каялла тухрӗҫ. — Ӑҫта вӗсем халӗ? Кӑнтӑрла тӗлӗнче хӗвеланӑҫ енче Манугатотари тӑвӗн тӑрнашкисем курӑнчӗҫ. Анчах класра кулли чарӑнмарӗ, чарӑнма мар, вӑл тата вӑйланса пыни палӑрчӗ. Манӑн ҫак господасен пурнӑҫне ҫывӑхрах курса, вӗсен придворнӑй йӑлисене тата хӑйсен хушшинче мӗн тунине тӗплӗнрех пӗлес килет! — Халлӗхе кая юлман-ха, анчах эсӗ куҫна халӗрех уҫмастӑн пулсан, вара кая юлма та пулать, ҫакна эпӗ сана тӗп-тӗрӗс калатӑп. Сивлек сехӗрленӳпе тӳсӗмсӗррӗн кӗтниччӗ ун пичӗ ҫинче: эп вӑранасса вӑл тахҫантанпах кӗтнӗ пулас кунта ҫакнашкал. — Ну, телейле-и эсӗ? — кулса ыйтрӗ вӑл Гаврилӑран, унтан ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те хула еннелле утса кайрӗ. Халь ӗнтӗ каялла ҫаврӑнма та юрамасть. Вӑл килӗшмест. — Мур шӑлса кайтӑрах ҫав выльӑхсене! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ салтаксенчен пӗри. Вара эпир шывӑн леш енне каҫса каятпӑр та, кана-кана Туфольд бухтине ҫитетпӗр, унта ҫитсен, «Дункана» та чӗнсе илӗпӗр. Тусне ҫухатнӑшӑн вӗсем кашни хӑйне май хурланнӑ, анчах пурне те килсе пуснӑ арҫын хуйхи пуриншӗн те питӗ йывӑр пулнӑ… Шӑпах ҫак самантра темӗнле хӗрача кухня алӑкне уҫрӗ, ман умма тухса тӑчӗ. — Тухтӑрсем! — хытах шавлама тытӑнчӗ Андрей. Маншӑн, вӑл лайӑх хӑна пулчӗ. Мӗскӗн Марко бая пуринчен те ытларах шел. Лапутянсем астрономи тӗлӗшпе тунӑ пысӑк ҫитӗнӳсем. Тепӗр кунне эпир Джим патне пырса лартӑмӑр та ҫивиттине тӑрӑхӑн-тӑрӑхӑн чӗртӗмӗр, унтан ҫав ансӑр тӑрӑхсенчен вӗрен яврӑмӑр, тул ҫутӑлнӑ ҫӗре пирӗн шутсӑр селӗм вӗрен пулса тӑчӗ, хуть те ҫынна ҫак унпа. — Унӑн пит ырӑ амӑшӗ малтанах пур вӑрлӑхсене те пӗрне ӑшне пуҫтарса пытарса хунӑ, кайран вара вӑл хӗвелтен ыйтать: ҫӗре пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне ҫитиех типӗтсе хур, ҫавӑншӑн сана ҫынсем мухтӗҫ! — Саланма пуҫларӗҫ… — Ирт кунталла. Ку ҫапах та сахалах марччӗ. Дик ку вӗҫсӗр-хӗрсӗр юханшыв ӑҫта ҫитересси пирки шухӑшлама тытӑнчӗ. Лешӗ, Хопровӑн пӳрнисем унӑн пырӗ патнелле туртӑннине курса, мӑйне хутлатса лартрӗ, пырне пытарчӗ, кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫутӑ пар!.. Кольхаун юланутлӑ хӗрарӑма — Исидора Коварубио де-Лос-Ланоса тӗл пулнӑ. — Сирӗн те района куҫас килет-и, Васютин юлташ? — Даша инке, Саня килмерӗ-и-ха? Будённовецсен ултӑ масси поляксене пӗр чарӑнмасӑр ҫапса, вӗсен пӗтӗм тылне аркатса, ҫӗмӗрсе, салатса пырать. — Ҫӑва патне сан яшкуна! — кӑшкӑрса ячӗ пичче, — кухаркине те, ҫиес текеннине те — ҫӑва патне! Йӗрсе йӗпеннӗ питлӗ, тӑрмаланнӑ ҫӳҫлӗ мӗскӗн Иленькӑн шӑлавар пӗҫҫисене тавӑрнине пула курӑнакан тасатман атӑ кунчи те, унӑн хурлӑхлӑ кӗлетки те пире шалтах тӗлӗнтерчӗҫ; эпир нихӑшӗ те чӗнмерӗмӗр, ним тӑвайман енне ахӑлтатрӑмӑр кӑна. Урӑхран мӗне юратмалла-ха ҫӗр ҫинче? Аллӑ франк штраф та тӳлеттермен пулӑттӑм эпӗ сире. — Ҫапах та, юлатӑнах-и? Марья Ннколаевна кулнӑ пек туса илчӗ. — Ӑшӑнса чӗрӗлсе кайрӑн пулать? Манӑн укҫа-тенкӗ тата театр пулас пулсан, вӗсенчен лайӑхрах актер кирлӗ те марччӗ, халӗ эпир вӗсене ытла йӳне, тарамах сутса ятӑмӑр, ӑҫта-ха вӑл чекӗ? Мӗнле апла? Санӑн харсӑрлӑх та, усаллӑх та ҫук, ҫамрӑк хӑюллӑхпа ҫамрӑк хастарлӑх кӑна пур. Унтан вӑл ҫӗлӗкне хыврӗ те юр ҫине печӗ. — Санӑн Марьянушка хӗр-тӗк хӗр вара, ун пеккине полкӗпе шырасан та тупаймӑн. Ҫынни ҫапах кӗрешмест. Чӗнет дуэле: аван! чӗнни, хатӗрленни, условисем — ҫаксем пурте май ҫитнӗ таран чаплӑ та хӑрушӑ пулса иртеҫҫӗ, — ку ӗҫе эпӗ хам ҫине илетӗп, эпӗ санӑн секунданту пулатӑп, мӗскӗн тусӑм! Эпир вӗсем шлюпкӑсем патне пыракан ҫула татмалла, — терӗ. Ҫаратӗҫ тата. Анчах Миргородри суд, яланхи пекех икӗ питлӗ пулса, ҫак ӗҫсемпе вӑрттӑн килӗшнӗ, ҫавӑн пек килӗшӳ пулман пулсан, сысна ниепле те хут вӑрлама кӗме пултарайман: мӗншӗн тесен, Миргородри повет сучӗн хурал-тарҫӑ тавраш та ҫителӗклӗ, ку тӗлӗшрен приёмнӑйра ялан тӑракан пӗр салтак ҫине кӑтартсан та пырӗччӗ, ҫав салтакӑн, хӑй хӑрах куҫлӑ та хӑрах алли кӑшт чӑлах пулин те, сыснана чукмарпа хӳтерсе ямалӑх вӑйӗ пурах. Ҫакӑнтан ӗнтӗ Миргород сучӗ тӑшмана чӑнах та ирӗк пани, хӑйсен хушшинче ҫакӑнтан кӗрекен тупӑша жидла уйӑрса илме пӗр кавара килни пӗтӗмпех курӑнать. Бен Джойс — унӑн вӑрӑ-хурах ячӗ. — Яланах мӗне те пулин — ху илме пултарайманнине юратса пурӑнас пулать… Эсӗ маншӑн совӗҫ-и, судья-и? Ҫук, ан пултӑрах вӑл! Лушка серепине ҫакланнӑ юлташӗнчен Разметнов та тӑрӑхлама тытӑнӗ, унтан вара района та, Райполеводсоюза та сӑмах ҫитӗ, пӗлме ҫук-ха тата айӑпласа та пӑрахӗҫ: «Акине те вӑл хай патне хӗрарӑмсем чупма пуҫланӑ пиркиех вуннӑмӗш числара кӑна пӗтерчӗ. Турра кӗлтӑвас кӑмӑл нумайранпа пулманччӗ унӑн, анчах халь вӑл чуна пӑлхатса тӑчӗ. Часах пӑсӑк ҫӑмартапа ҫӗрӗк купӑста шӑрши тапса тухрӗ; вӗсем ҫакӑнтах купаланса выртаҫҫӗ, тейӗн; эпӗ кушак виллинчен мӗнле шӑршӑ кӗнине аван пӗлетӗп — ман умран утмӑл тӑватӑ кушак вилли йӑтса кӗчӗҫ. Тумхахлӑ вулӑсем витӗр инҫетре кӳллӗн ҫиҫкӗнекен шывӗ вылять. Ӑҫтан пӗлес манӑн, тен, вӑл вӑрӑ е таркӑн каторжник пуль? Унӑн пичӗ вилнӗ ҫын пичӗ пекех шуралса кайнӑ. Ҫакӑн пек калаҫу вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлма пултарнӑ. Водопровод кранӗ килкартинче ҫӗкленсе тӑрать, юпасем ҫинче, балконпа юнашар, пралуксем сулланаҫҫӗ; электричество та пулнӑ иккен. — Минутлӑха анма пулать-и? Юлашкинчен чи малтан ыйту панӑ ачах хӑюлӑх ҫитерчӗ. — Ҫапла та, анчах курӑкӗ пулсан, шывӗ те пулать-ҫке! — терӗ ӑна майор. Ҫулҫӳревҫӗсем аллейӑн вӗҫне ҫитрӗҫ те, вӗсен умне шавласа юхакан пӗчӗк шыв урлӑ выртакан черчен кӗпер тухса тӑчӗ. Вӑл ҫӗрнӗ тислӗкрен те ватӑрах, ҫулӗпе вӑл манпа тантӑш, тен, ватӑрах та пулӗ. Ку хӑрушӑ самантсем. Пурнӑҫра урӑх манӑн нимрен ярса тытмалли те ҫук. — Темӗнле карап ҫинчен, — терӗ вӑл. — Ах тур, ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ! Рада маншӑн пурӑнать-ҫке, Болгари те ирӗке тухман-ха! Марыся уншӑн та, хӑйшӗн те куҫҫуль тӑксах макӑрчӗ. Вӗсем ҫирӗм шӑпӑр каланӑ пекех сӗрлеме тытӑнчӗҫ. Пӗрисем ман кукӑле тапӑнса ӑна татӑкӑн-татӑкӑн вакласа пӗтерчӗҫ, теприсем ман пур ҫинче сӗрлесе ҫаврӑнса тата хӑйсен сӑннисемпе мана калама ҫук хӑратса пӑрахрӗҫ. — Вара чаплашкинчен эрехне ӗҫсе ячӗ те, чӗн пиҫиххине хытӑрах туртса ҫыхса, Лукашка урама тухрӗ… Эпӗ килӗшетӗп, — терӗ ҫирӗппӗн. Кухньӑналла кӗмелли алӑк ҫумӗнче шурӑ сараппан тӑхӑннӑ хӗр тӑрать, унӑн ҫутӑ ҫӳҫӗсене кӗскен кӑна каснӑ, шуранкарах, кӑшт шыҫмакрах сӑнӗ ҫинче кӑвак куҫсем кулса, ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Халӗ ҫеҫ ӑна ӳсӗр выртнине курнӑччӗ-ҫке? Ҫапла, ҫапла… Вӑл хӑй ӳкнине ачасем ан курччӑр, тесе, йӑпӑр-япӑр ура ҫине сиксе тӑнӑ. Иван вырӑн ҫине ларчӗ, Саша хыҫӗнчен пӑхса илчӗ те куҫне мӑчлаттарса:— Хитре-ескер!.. — терӗ. Вӗсене пӗтӗмпех хӑй хакӗпе сутас пулсан, пин тенкӗрен те иртмелле. Мӗн-ха ку, Увар Иванович! Хӑй пулсан, ним те мар. Ермолай тавӑрӑнчӗ. * * * Пӑван чечексем лартса тултарнӑ сӗтел хушшинче, уҫса хунӑ ҫырӑва арки ҫине хурса, тӗксӗм куҫӗсемпе урайне пӑхса ларать. Ялта халӑх шӑй-шай шавлани илтӗнет, урапасем чӗриклетеҫҫӗ, выльӑх мӗкӗрет. Гусев хӑйне унпа ҫирӗппӗн тытать, анчах — кӳрентермесӗр. — Чарӑн, мӗн каҫару ыйтатӑн эсӗ? — пӳлсе хучӗ Базаров. — Тавтапуҫ, ман ҫиес килмест. Миссис Бертона калӑр, эпӗ ҫывӑрма выртмӑп. Вӑл вӗсене вӑрманта шыраса тупрӗ; вӗсен иккӗшӗн те сӑнӗсем шап-шурах, хӑйсем ыйха тӑсаҫҫӗ. Сулахай аллипе вӑл тимӗрҫе ыталаса илчӗ, сылтӑммипе хыттӑн унӑн чавсине чӑмӑртарӗ. Ҫеҫенхир тӑрӑх такӑна-такӑна та сике-сике шуйттан ураписем урлӑ та пирлӗ кусма тытӑнчӗҫ, пӗри, ҫавраҫил варрине лексе, кайӑк пек пӗтӗрӗнме пуҫларӗ, пӗлӗтелле ҫӗкленчӗ, унта вара пӑнчӑ пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ те часах куҫран та ҫухалчӗ. Ҫук, апла мар, — эпӗ сире курнӑшӑн телейлӗ, — эпӗ, Мигуэль Диаз, ҫынсем калашле, Эль-Койот. — Эх, эрех, эрех… Хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ, часах каҫ та пулчӗ. Кампала улӑштарчӗ?.. Вӑл, питне минтер ҫумӗнчен хӑпартмасӑрах, сывлӑшра тем шыранӑн, ҫара аллине хыҫалалла тӑсрӗ. Михайла мучие ун шӑплӑхӗ хӑратать пулас, вӑл ҫӗрпӳртре ҫаврӑнкаларӗ, унтан сӗтел умӗнче темскер аппаланчӗ те каллех калаҫма пуҫларӗ: — Ан айӑпла, Алёха, карчӑка! Кулак ывӑлӗпе ҫыхланса пурӑнтӑн — эпӗ шарламарӑм. Ҫавна ересь тесе ят панӑ. — Ун пек ҫынсем вӗсем нумай ҫуралнӑ ӗнтӗ, тата та ытларах ҫуралаҫҫӗ, вӗсем пурте, хӑйсем виличченех, ҫынсене ирӗклӗх парассишӗн, чӑнлӑхшӑн тӑрӗҫ… Хӑтланса пӑхнӑ эпир, кӗрешнӗ… Унта каллех сигнал паратӑн та сан патна татах ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран ҫын тухать. Ку вара Тюо пулать. Ахӑртнех, йӗкӗт хӑйне темӗнле ирӗккӗн тыткаланине тата унӑн куҫӗсенче темӗскер ҫӗнни пуррине хӗрарӑм сиссе илнӗ пулас, — вӑл, платьине тӳрлеткелесе, аяккарах куҫса ларнӑ. «Ӑҫта манӑн Эпӗ? — сасартӑк йӗкӗлтешӳллӗн вӗҫсе илчӗ унӑн пуҫӗнче. Унӑн пӗр вӗҫӗ ҫаврака, варри тӗлӗнчен тӳп-тӳррӗн темиҫе кӗтес тухса тӑнӑ, унтан ӑна Иохим, кукӑртса хӗртнӗ пралуксемпе ҫунтарса, элес-мелес эрешсемпе илемлетнӗ. — Мӗн ятлӑччӗ-ха ҫав кӗнеке? — пуҫларӗ вӑл кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Ман пиччесем-шӑллӑмсем мещене ҫырӑнчӗҫ те хулара ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ, а эпӗ мужик… Чӑнах та ҫаплах тумалла пуль. Лукашка старике тимлӗн итлерӗ. Сире эпӗ тӳрех калатӑп: манӑн коммунике сирӗннипе килӗшме пултараймасть. Халь вара мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп? Эпӗ халех таврӑнатӑп. Хӑйсен ӑшӗнче вӗсем: «Ӑна мӗнӗн пӗр ҫулталӑках тӑхтамалла тумарӑмӑр-ши?» — тесе кулянчӗҫ. Харсӑр хӗрарӑмсем хӑйсем ывӑннине кӑтартасшӑн мар, анчах вӗсем халтан кайни тата малалла пӗр утӑм та тума пултарайманни курӑнсах тӑрать. Вӑл ҫут тӗнчере халӗ те пурӑнасса эп ним чухлӗ те тӗлленменччӗ пулин те, вӑл иккенне эпӗ ҫинчех тавҫӑрса илтӗм. Кантраллӑ шалчасене васкаваррӑн турта-турта кӑларчӗҫ, полк пӗр йӗркен тӳрӗлене-тӳрӗлене, туртӑна-туртӑна тӑчӗ, вилнӗ пек хыта-хыта кайрӗ, — анчах йывӑр, тертлӗ темиҫе минут иртет те, ҫынсене каллех лӑпчӑланса тӑма ирӗк параҫҫӗ, ура лаппине ҫех куҫаркалама юрамасть. Ӗҫ пирки калаҫас пулать, мыскарасем кӑтартса ларма кайран та пулӗ, факт! Вӑл юнлӑ куҫҫулӗ такса йӗрет пулин те, хӑйӗн юлташӗсем-комсомолецсем ҫинчен пӗр сӑмах та каламасть, пӗрме те сутмасть, «Сывӑ пултӑр пролетарилле революци тата, коммунизм!» — тесе кӑшкӑрать. — Ҫапах та маттур, хӑйӗн юлташӗсене тӑшман аллине паман! Шалт тӗлӗнсе кайнӑ матроссем мана ҫине-ҫине ыйту пачӗҫ, анчах вӗсене хирӗҫ калама мана йывӑр пулчӗ. Ҫакӑн чухлӗ нумай пигмей ушкӑнне курсан, эпӗ аптраса кайрӑм. Матроссем мана ытла та пӗчӗк пек туйӑнчӗҫ. Ыттисене ан кансӗрле. Сӑрт тӳпемӗнчен Лось каналӑн типӗ йӗрӗпе танккакан марсиансен йышлӑ ушкӑнне курать. Анчах Алексей тӑшманӑн ҫунса пӗтме пуҫланӑ самолёчӗсен ванчӑкӗсем ҫине пӑхмарӗ. Пурӑнма май ҫук, пӑта-козырьсем! шӑшисем ҫинчи йытӑсем… — Ҫук, эпӗ «сывах!» — тавӑратчӗ ывӑлӗ. «Хӑҫан-ха лӑпкӑ пурнӑҫ пулать?» — тесе тархасласа ыйтаҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хӗрсен кӑмӑлне тунмашкӑн эпӗ вӗсемпе пӗрле юланутпа ҫӳретӗп (ҫуран уҫӑлса ҫӳресси ман ҫула ҫитнӗ тата обществӑра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑннӑ ҫынна килӗшмест пек туйӑнать мана). Эпӗ хӗрачасене халиччен пулса курман вырӑнсемпе варсем тӑрӑх ертсе ҫӳретӗп те, ҫавнашкал уҫӑлса ҫӳресси питӗ кӑмӑла каять. Ҫавӑн пек тӑрмашӑва пула, ҫирӗпписем — вӑйсӑрланаҫҫӗ, вӑйсӑррисем — вӗсен ҫинче лараҫҫӗ. Кунта мана пирӗн хӗрарӑмсем йытӑ хӳрине куршанак ҫыпӑҫнӑ пекех ҫыпӑҫрӗҫ, аран- аран хӑтӑлкаласа юлтӑм… — Кэтти, миссис килте-и? Унта вӑл тӗрӗксен хӗҫ-пӑшаллӑ ушкӑнӗпе пӗрлешсе кайрӗ. Хӑяккӑн выртакан караппа шхуна хушши пӗр миле яхӑнччӗ. Полозовӑн пит-куҫӗ ҫуталса, хӗрелсе кайрӗ; вал Полозов ӗҫнӗ-ҫинӗ чухне ҫеҫ ун пек пулнӑ. Вӑл Хмелькопа калаҫнӑ хушӑра пӳртрисем пурте ыйхӑран вӑранса тӑчӗҫ. — Катерина Ивановна, каллех ырӑ хыпар, — ҫаплах салтӑна-салтӑна каларӗ карчӑк, — каллех лимона вӑрласа кайрӗҫ. — Эпир ӑна Ешӗл ҫырма патӗнчи сӑрта вырнаҫтарса лартӑпӑр, ҫавӑнтан пӗтӗм йӑлӑма персе тӑрӑпӑр. 384 пин километра 800 километр ҫине пайласан, 480 сехет е 20 талӑк вӗҫмелле пулать. Амӑшне аван мар пулчӗ, вӑл кӳренчӗ. Ыттисенчен ытларах хаяр вӑрӑ-хурах майлӑ туйӑнакан Смурый, баржа ҫине салхуллӑн пӑхкаласа, мӑкӑртатать. — Авӑ пӗр парӑс шуррӑн курӑнать, ҫав карап мар-ши ку? Ӗнер вӑл пуп килкарти хапха ҫинче ҫӗнӗ вывеска курчӗ. Пытарма каякансем урамран площаде тухрӗҫ, площадь обывательсемпе, запаснойсемпе, Маврин поручикӗн салтакӗсемпе, халӑх варринче тӑракан сахал йышлӑ начальствӑпа тата пуп таврашӗсемпе тулса ларнӑ. Мӗн тӑван эсӗ вӗсемпе? Сапаланчӑк курӑк пайӑркисенчен тыткаласа, Дегтярев ҫӗкленчӗ те ҫавӑнтах астуса илчӗ: вӑл ӗнтӗ иккӗмӗш хут тӑма хӑтланать иккен. Тӑшман мар вӑл маншӑн, анчах вӑл пухура тӗрлӗ вӑхӑтра хӑй ҫав тери нумай иртӗхсе ашкӑннӑ, ҫавӑнпа та офицер чысне ним чакмасӑр ҫивӗччӗн хутӗлени халь уншӑн питӗ те усӑллӑ пулма кирлӗ. Тепӗр тесен тата, эпӗ ҫар ҫынни мар, чӑн-чӑн цивильнӑй, эпӗ — парк енӗпе ӗҫлекен специалист. — Эпӗ палланӑшӑн ҫеҫ ун чула алтрӑм, ахалӗн — пӗр тенкӗччӗ, — тет. Анчах ӗҫ ҫакӑнта мар. — Нимӗн те тумасть! Ура сасси ман паталлах килет — эпӗ хутлантӑм, ӑна хирӗҫ ӑнтӑлатӑп… Патрон ешчӗкӗ ҫинче авалхи, авалхи мучи пек пӗкӗрӗлсе ларакан Гор нумай вӑхӑт чӗнмерӗ. Павел медицинӑна пӑртак та кӑмӑлламан, анчах ҫав вӑхӑтра студентсен штачӗ пӗчӗк пулнипе ытти факультетсене кӗме май килмен; ҫитменнине тата вӑл хӑй анатомие вӗренессине шаннӑ. Йӗри-тавра ҫара, уҫӑ вырӑн — ни канав, ни шӑтӑк ҫук. — Хӳрине пӑртар! — Власова! «Кӑтартӑр, ырӑ чунлӑ кӗҫӗн ҫынсем!» Платник Мартын пурӑнас ҫын пулман, ҫӗр ҫинче пурӑнас ҫын пулман: ҫапла ӗнтӗ вӑл. Ҫапла-и? Тата икӗ эрне иртрӗ, ҫимелли пӗтсе килет. Павела илсе кайрӗҫ эппин! Ҫиҫӗм ҫиҫсе илнӗ вӑхӑтра хамӑр умра сарлака тӳрӗ юханшыв выртнине куратпӑр, икӗ енче — хысаклӑ чул тусем. Эсир ирӗк паратӑр пулсан, эп кӑшт ларнӑ пулӑттӑм. Талькав, аллисене кӑкӑр ҫине хӗреслесе тытнӑ та, асса кайнӑ тинӗс шывӗ ҫине лӑпкӑн пӑхса, хӑйӗн Таукипе юнашар пырать. Сӑнарӗ пӗр самантрах телейлӗн курӑнса кайрӗ. Ман атте кам пулни паллӑ вӗт сире? Эсӗ ун аллине, Оренбурга, службӑна каятӑн», — терӗ. Тӑраканнисенчен пӗри чикарккине атти ҫумне пусса сӳнтерчӗ те:— Кондрат Майданников, — терӗ. Авдотья Васильевна хӑйне хӗрхенмесӗр ҫапла та, урӑхла та хӑтланнине пула, атте хӑйӗн арӑмӗ ҫине епле пӑхассинче ку хӑйӗн юлашки уйӑхӗсенче, вӑл нумай выляса янипе час-часах ҫилӗллӗ ҫӳренӗ вӑхӑтра, хуллен тӗлкӗшекен курайманлӑх туйӑмӗ тапхӑрӑн-тапхӑрӑн палӑрма тытӑнчӗ, кӑмӑл юратнӑ ҫынран ҫакнашкал майӗпен писсе пыни ӗнтӗ ун чӗрине ыраттармалли вак-тӗвек киревсӗрлӗхсем ытларах та ытларах тӑвас килтерет. — Ку ӗҫре начальство тытсан — персе пӑрахма пултарать! — тесе вӗҫлерӗ сӑмаха Павел, Ефим ҫине кӑсӑкланса пӑхса. Эпӗ Ромашка ҫине пӑхмарӑм, каярахпа тин пӑхрӑм: вӑл пукан кӗтессине ларнӑччӗ, пуҫне ӳпӗнтеререх тытнӑччӗ, хӑй пӑшӑрханса итлеме тытӑнчӗ — шӑлтах тӑмана ҫав, тискертерех кӑна. Сайра хутра вӑл хӗр ҫине пӑхса илкелерӗ — лешӗ те ун ҫине пӑхкаларӗ, анчах темле тӗлӗнмелле, курайман пекех пӑхкаларӗ. Тип ҫырмасене, айлӑмсене, хытхура пусса илнӗ хир талккишӗсене ҫӑра кӑвак сулхӑн юхса тулать. Пичче хӑйӗн тӗрминчен, тӗрӗсрех каласан, хӑйӗн больницинчен хӑвӑртрах тухма васкарӗ. Хӗвел ҫап-ҫутӑ пӑхнӑ чухне те Кольхаун ҫав сӑнах курнӑ. Хупахӗ подвалта пулнӑ; унӑн ӑшӗнче нӳрӗ те тӗттӗм, вӑл пӗтӗмпех пуҫа ыраттаракан ҫунӑк эрех шӑршипе, табак тӗтӗмӗпе, сӑмала тата темскерле йывӑр шӑршӑпа тулса тӑрать. Пӑван туртӑнса илчӗ, анчах чӗнсем ун аллине хытӑ касса кӗнипе вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе илчӗ, аран-аран сывлӑшне ҫавӑрса ячӗ. Пӗррехинче эпӗ анне ӑнран кайса выртнине, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрнине курнӑччӗ. Дисциплинӑпа унӑн условийӗ — субординация аслисемпе пӑхӑнаканнисем пӗр-пӗрин хушшинче вӑл кирлӗ иккенне ӑнланни ҫинче никӗсленсе тӑнисӗр пуҫне, пӑхӑнаканнисем асли опытлӑрах иккенне, вӑл ҫар ӗҫӗнче хисепе тивӗҫ ҫын иккенне е тата мораль тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен ҫӳлерех тӑнине йышӑнни ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан, вӑл законпа ҫирӗплетнӗ ытти тӗрлӗ хутшӑнусем пекех, кӑмӑла килмелле япала ҫеҫ; анчах та дисциплина тени, пирӗн вӑл час та часах ҫапла пулать, ӑнсӑртлӑх е укҫа-тенкӗ принципӗ ҫинче никӗсленсе тӑрать пулсан вара, — вӑл яланах, пӗр енчен пурнӑҫланасси патне, тепӗр енчен — вӑрттӑн ӑмсанассипе тарӑхасси патне илсе пырать, вара массӑсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерес ӗҫре усӑ кӳрес вырӑнне вӑл сиен кӑна кӳрет. Пачах урӑхла: вӑл ҫав хӗрарӑм ҫумне тата асаплӑн, тата хытӑрах ҫыхӑннӑ, хӗрарӑмӗ пӗтӗмпех парӑннӑ чухне те вӑл унра ҫаплах темӗнле ытармалла мар, ҫитмелле мар, никам та ҫӳл тупса кӗме пултарайман япала пур пек туйнӑ. Сушкӑсӑр пуҫне эпир Таньӑна тӗрлӗ канаш та параттӑмӑр: ӑшӑрах тӑхӑн, пусма ҫинче хытӑ ан чуп, вутӑ ҫӗклемӗсене пысӑккӑн ан йӑт, — теттӗмӗр. Ӑҫта ҫылӑх? — татӑклӑн тавӑрчӗ старик. Ҫавӑнтах шавланӑ сасӑсем илтӗнсе кайнӑ. Анчах конторкӑра каҫӑрӑлса ларакан г-жа Байяр ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. Унӑн фракӗ чӑпар пулнӑ (Иван Яковлевич нихҫан та сюртукпа ҫӳремен), чӑннипе каласан, чӑпар мар, хура пулнӑ, анчах пӗтӗмӗшпех сарӑ, хӑмӑр тата кӑвак пӑнчӑсемпе вараланса пӗтнӗ; ҫухи йӑлтӑртатса тӑнӑ; виҫӗ тӳми вырӑнӗнче вара ҫипписем анчах ҫакӑнса тӑнӑ. Унтан вӑл пире пурсӑмӑра та пӑхса ҫӳресе, ку хутӗнче пурте йӗркелли ҫинчен йышӑнчӗ. Кунта мӗн тери ҫӗмӗрни ҫинчен шайласа илме те йывӑр. — Ҫапах та эпир йӑнӑшнӑ, — тесе пӗтерчӗ майор. Синопа тӳрем вырӑнсенче бизонсен кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ вӑхӑтрах нумай ҫул ӗлӗк ҫуралнӑ. Эпир ӗнтӗ пилӗк миля ытла кайрӑмӑр, анчах кипарисӗ ӑҫта-ха? Анчах Илья вӗренме шутлани тата вӑл ун ҫинчен тӳрех, малтанхи минутсенчех калаҫма тытӑнни ӑна унтан та ытларах кӑмӑла каймарӗ. Унӑн пит-куҫне пӗрремӗш хут пӑхсан, эрӗ ӑна ҫирӗм виҫӗ ҫултан ытла та парас ҫукчӗ, каярахпа вара вӑтӑр ҫулта теме те хатӗр пултӑм. — Кам Генри Пойндекстере юлашкинчен курнӑ-ха? Унта ҫӗре пӗтӗмпех лаша йӗрӗсем йӗрлесе пӗтернӗ. Хӗрхенӗр мана! — Ара, эсир хӑвӑр та хӑратӑр вӗт! — терӗ амӑшӗ хыттӑн. Часах Горева хӑйӗн юлташӗпе пӗрле батальон вырнаҫнӑ ҫӗре пырса тухрӗ. Манӑн вӗҫне хура чул лартнӑ юлашки ҫӗмрен йӗппи анчах юлчӗ. Эсӗ ыйтса тӑратан тата! — Тӑхта… Пилӗк кӗрепенкке йывӑрӑш тараса пуканӗ пек ҫӑрана пуртӑпа аран-аран ҫӗмӗрсе уҫрӗҫ. Ҫак йӑнӑша ӗнтӗ каҫарма та юрать, мӗншӗн тесен «Дункан» ҫинчи карттӑсем ҫинче пуринче те вӑл утрава Мария-Терезия тенӗ. Ох, сивӗ! Чӗнӗр! Асап вӗт-ха ку, чӑнах! Эсӗ ман алла курӑкпа мар, кирек те мӗнле лапӑрчӑкпа сӗрсе яр, — тӳсетӗп, тупата, тӳрлет кӑна, ӗҫлеме пултартӑр ҫеҫ! Хӑҫан эпӗ Италие кайӑп-ши, турӑҫӑм? Чей унӑн пуҫне те кайнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл вӗриленнӗҫемӗн вӗриленсе пычӗ. Урапа таптаса кайтӑр хӑрах куҫсӑр шуйттана! — Ҫӗнтеричченех ҫапӑҫӑр! — Вара, Цимбалӑн лӑпкӑ мар ҫӗрӗ ҫине кӗрес мар тесе, куҫӗсемпе Воропаева хӑй патне пыма чӗнчӗ. Ку кирлӗ. Петр пуринчен малтан сывпуллашма тытӑнчӗ. — Акӑ эсӗ — ӗмӗтсӗр мар, манпа ҫӳреме усӑллӑ сана, пуян эп, анчах ҫапах каятӑн… Иртнӗ вӑхӑтсенче унӑн тӑвар пуянлӑхӗсемпе Буэнос-Айрес предпринимателӗсем усӑ курнӑ. Демид каҫ пулас умӗн пырса кӗчӗ, питӗ ӳсӗр хӑй, тата яланхи пекех чӗмсӗр. — Аван. — Пустуй япала, — терӗ Вялов ҫавӑнтах, хӑй ҫав ыйтӑва малтанах кӗтсе тӑнӑ пек. — Ӗнер каҫхине эпир, шӑллӑмпа иксӗмӗр, Испани утравӗ ҫине сунара кайрӑмӑр та, — тесе каласа патӑм эпӗ ӑна, — унта сулӑ тупрӑмӑр, ун ҫинчех ҫӗр каҫма юлтӑмӑр, ҫур ҫӗр ҫитеспе шӑллӑм ыйхӑ тӗлӗшпе пӑшала урипе тапнӑ пулмалла та, пӑшалӗ персе янӑ, пули унӑн урине лекнӗ; халӗ ак суран ҫыхма сире пыма ыйтатпӑр, тульккӑш никама та нимӗн те калама хушмастпӑр, мӗншӗн тесен эпир паян каҫалапа киле таврӑнасшӑн, пирӗн тӑвансем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ-ха. Пугачевӗ хура сухалне пысӑк ывӑҫ тупанӗпе тӗкӗленӗ те, кӗрекере чи малти вырӑнта ларать. Эсир ҫырса кӑтартнӑ туйӑмсене эпӗ ҫав тери кӑмӑллатӑп, анчах та эпӗ вӗсене йышӑнма пултараймастӑп, мӗншӗн йышӑнманнине сире ҫырса пӗлтерме те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен вӑл сӑлтав сире пырса тӗкӗнмест. Манӑн ҫак лаҫра юлас та килмест. Ачасене валли выляса илнине ҫеҫ мар, каҫарсам мана, санӑн мӗнпур пурлӑху пулмасса кӗтме те хӑнӑхнӑ эпӗ. Ӑнланмастӑн-и? — Эсир мана юри кӗтсе тӑнӑ. — Вара вӑл хӑйӗн юратнӑ юррине юрлама пуҫларӗ: Измай салинчен, хуҫа патӗнчен, Юратан-саван сад пахчийӗнчен, Маттурах кӑйкӑр вӗҫейсе тухать, Хыҫҫӑнах ҫитет яш сунарҫӑ та. Ҫавна вӑл малтанласа хӗвеланӑҫ ҫапла хӗретнӗ пуль тесеччӗ. Вӑхӑт нумай юлнӑ. Вӑрӑ-хурахсем месерле ҫавӑрса хунӑ кӗтӳҫӗнне сулахай куҫне ура кӗлипе тапса сиктерсе кӑларнӑ. Капитан таракан турӑ лашана пӑшалпа тӗлленӗ. Шоссене хӳпӗрленӗ тирексем, ҫул ик енӗпе ларакан черепица виткӗҫлӗ, шурӑ, лутра ҫуртсем, сайра ҫынсен кӗлеткисем — пурте-пурте хуралчӗҫ, тӗсне те, перспективине те ҫухатрӗҫ; мӗнпур япала лаптака хура ӗмелке ҫех пулса юлчӗ, анчах кӳлеписем вӗсен кӗре сывлӑшра чеченнӗнех сӗмленсе тӑчӗҫ-ха. Лётчик лампа хӑюне кӑштах ҫӗклесе ытларах ҫутатакан турӗ те, ӑна хӑй пуҫ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑракан, плексигласран тунӑ рамкӑсенчи фотографисем патне илсе пычӗ. — Акӑ мӗн, — тетӗп эпӗ, — ман шутпа, вӗсем айван ашаксем ҫеҫ. Ухмах сутса ҫӳриччен ҫав кермене вӗсен хӑйсем валли хӑварасчӗ. Виҫӗ ырхан пӳрнине пӗр чӗптӗме чӑмӑртаса, сӑхсӑхма пуҫларӗ. Старик сӑн-питне тӗксӗмлетрӗ те дегустаци йӑлине васкатма пуҫларӗ. Ҫав херача тата, — ну, мӗн тунӑ-ха вӑл ӑна? — Эпир малта пыма кӑмӑллатпӑр. Пӗлӗт пекех аякра. Вӑл пур япалана та ҫавӑн пек пулмалла пулӗ тесе шутланӑ. Леденев сарлака ҫамкине аллипе сӑтӑрса илчӗ те ашшӗ пекех кӑмӑллӑн ыйтрӗ: — Ну, каласа пар-ха, хӑв ӗҫӳсем епле. Виҫҫӗн — Юра малтан, хӗрсем хыҫалтан йӑтса — носилкӑна ҫаплах тӗтӗмпе йӑсӑрланакан, ҫурхи шывпа тулакан бомба шӑтӑкӗсем урлах самолёт патне ҫӗклесе пынӑ чух, Алексей шинель ҫанни вӗҫӗнчен курӑнакан пӗчӗк те ҫирӗп алӑ ҫине юратсах пӑхрӗ, вӑл носилка аврине хытӑ ҫатӑрласа тытнӑ. Эсир, сэр мӗн пулса иртнине куратӑр. Часах ӑна шывӗ пилӗк таран ҫитрӗ, ҫавӑнпа та малалла шыв тӑрӑх утма май килмерӗ, мӗншӗн тесен шыв хытӑ юхни ӑна утма кансӗрлерӗ. Ҫӗрӗн ҫав енче хӑрушӑ, пурне те ҫунтарса яракан кӑвар тӑнӑ пулӗччӗ. Ҫӗрӗн тепӗр енче, Хӗвел ҫутатман ҫӗрте, пӑрлантаракан сивӗ, ӗмӗрхи тӗттӗм тӑнӑ пулӗччӗ! Турттар-ха, эпир табаксӑр аптраса ҫитрӗмӗр. Пӗррехинче, праҫник кунӗ, амӑшӗ лавккаран таврӑнса алӑка уҫрӗ те, хӑйне сасартӑк ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр ҫунӑ чухнехи пек савӑнӑҫ ҫупӑрласа илнипе, алӑк урати ҫинче чарӑнса тӑчӗ: пӳлӗмрен ӑна Павелӑн ҫирӗп сасси янӑрани илтӗнчӗ. — Ҫаплах пӗкӗрӗлсе ларатӑн, ӗҫлетӗн? Ӑна халь воеводӑна суйланӑччӗ те, ялава вӑл чиркӳре тытнӑ тумтир хушшинче пытарса усратчӗ. Джим кӑшт мӑкӑртаткаларӗ те пӑрӑнчӗ. Николаевен хӑна пӳлӗмӗнче лампа сӳнтерсессӗн те чӳречесен хура кӗленчисем уйӑх ҫутинче тӗксӗммӗн ялтӑрама пуҫласан, вӑл, хӳме ҫумне пытанса тӑрса, аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе тытатчӗ те:— Ҫывӑр, ман хитрескерӗм, ҫывӑр, юратӑвӑм манӑн. Ҫӗр пичӗ ҫинче хытса ларнӑ сар кӳкӗрт выртать. Ҫурт пуш-пушӑ. «Паян пӗтӗм ӗҫ татӑлмалла, — тесе шухӑшланӑ вӑл, гостинӑй патнелле утнӑ май, — хӑйнех каласа парам», — тенӗ. Хӑйне хӑй ҫеҫ юратать; асаплантарать вӑл мана, мӗскӗне; эпӗ пур, хурланнипе кун ҫути курмастӑп. Ун хыҫҫӑн ҫынсем ушкӑнпа ҫӳренӗ, вӗсен хушшинче пуринчен те лайӑххи Р. князь пулнӑ, вал — ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, калама ҫук маттур каччӑ, сӑн-пичӗпе те илемлӗскер, чӑн-чӑн рыцарь, романсемпе хӗрарӑмсен чаплӑ идеалӗ, пур енчен те Грандисон пулнӑ. — Иван Иваныч, хаклӑ ҫыннӑм, ан ҫиленӗрех. Вӗсен аттисене хывса илнӗ, хӗҫпӑшалӗсене те тӑпӑлтарса илнӗ пулас. Кукушкинпа пӗрле эпӗ досчанике пушатма тытӑнсан, Ромаҫ мана борт ҫинчен михӗсем парса тӑрса: — Вӑй пур иккен сирӗн! — терӗ. Вӑл хуҫин капюшонлӑ плащне ҫеҫ тупаймарӗ. Аэлитӑна, — вилнӗскере-и, чӗрӗскерех-и, — плащпа чӗркесе караппа илсе кайнӑ ахӑр. Гаврила ӑна пӗлӗтрен ытларах та ытларах тӑкӑнакан, вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫинҫен йӑлтӑртатса юхнипе ҫеҫенхире витӗр тухми хурҫӑ тӗспе хупланӑ ҫумӑр ӑшне кӗрсе ҫухаличченех пӑхса юлчӗ. — Некрасов хӗрарӑмӗ пек мар та, анчах ку та чупса пыракан лашана тытса чарма пултарать, ҫунакан ҫурта та кӗрӗ… Анчах урӑх енӗпе иккӗленмеллисем пур. — Юрӗ, ҫав Иокуль Снефильс хайхи Снеффельс пулать те ӗнтӗ. Лӑп ҫак тапхӑрта вӑл хӑйӗн чи лайӑх юлташне Джо Гарпера тӗлех пулчӗ. Лешӗн те сӑн-сӑпаче салхуллӑ, вӑл та чунӗ ыратнипе пысӑк шухӑш тытни паллӑ. Ытларикун, июлӗн 21-мӗшӗ. Шубин горничнӑйсемпе тата Зойӑпа пӗрле пулӑшу пама та хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах спальнӑра шӑв-шав майӗпенех лӑпланса пычӗ, калаҫу ҫине куҫрӗ, унтан пачах шӑпланчӗ. — Комсомол унта хӑй пама пултарнӑ вӑйне пӗтӗмпех ярать: чи малтан Соломенка организацине тата хулари организацин пӗр пайне. Эпӗ ҫавӑн пек халлапсене, ырӑ япала кӗтсе илчӗ пекех, кӗтсе тӑраттӑм, — пурте якалса пӗтнӗ, пӗрешкел тӗссӗр чӗлхепе калаҫса пурӑнакан кил-ҫуртра ахаль чухнехи пек мар, урӑхла сӑмах пӗрлешӗвӗсене илтсессӗн, лайӑххӑн туйӑнса каятчӗ. Пӗрремӗш юланучӗ ҫӑра вӗтлӗх ӑшне аллея пек касса кӗрсе каякан вӑрӑм уҫланкӑ патне тин ҫеҫ пырса тухнӑ. Тинӗсрен вӗрекен ҫил шавӗсӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмест. Вӑл Ржевра извозпа пурӑнать, е йывӑҫ купи хатӗрлет, е сулӑсем юхтарнӑ ҫӗрте ӗҫлет, тенӗ хыпарсем илтӗннӗ. Пӗлтерӗшӗ пур чухне, эпӗ ӑна куратӑпах, кунта нимӗнле пӗлтерӗш те ҫук. Эпӗ сире ку ҫынсене хисеплесе тухса ҫакна кӑтартса парас тетӗп: час-часах ку халӑха вӑхӑтлӑх пулӑшу кирлӗ пулать, вӑл кивҫен шырама пуҫлать, ун пек чухне вӗсен хушшине заклада япала хуртарса кӑшт ҫеҫ укҫа паракан, уншӑн пысӑк процент илекен хӑйне уйрӑм ростовщиксем пурӑнма куҫаҫҫӗ. Уншӑн ҫунакансенчен кашниех кирлӗччӗ ӑна. Кам илнӗ ҫакӑн пек хӗре комсомола? Хутла пӗлетӗн-и? Эпӗ хам алӑри кашӑка Салли аппа сисиччен кӑларса хутӑм та, вӑл пурне те пӗрле тепӗр хут шутласа тухрӗ: — Ак тата — хальхинче вуннӑшӗ те пур! — тет. Кушак аҫине ҫатан урлӑ ҫил вӗҫтерсе каҫрӗ тейӗн, анчӑк, ҫавнашкал ҫӳлӗ карлӑк урлӑ сиксе каҫма пултарайманнипе, хӑй ҫӳрекен тахҫанхи шӑтӑкӗ патне тавран чупса кайрӗ; ачасем, кивӗ ҫатан ҫине пӗр харӑс сиксе улӑхса, ӑна йӑвантарса ячӗҫ. Куҫӗсемпе хӑвӑрттӑн шуҫӑнтарса иртет вӑл пӗрремӗш шеренгӑри питсем тӑрӑх. Шурочка сасартӑк тӳрӗленсе тӑчӗ те ӑна сӑнласа пама ҫук тӑвӑллӑ та йӗрӗнчӗклӗ пит-куҫпа питӗ хиврен темиҫе сӑмах каларӗ. Вӑл алӑка хупса хӑварчӗ. Урӑх шухӑшласа тӑмалли ҫук, Корчагин хӑвӑрт салтӑнчӗ те ваннӑна кӗрсе выртрӗ. Мӗнле большевиксем пулӑпӑр вара эпир ҫакна та тумасан, — большевиксем мар, чӑмлак ҫеҫ пулатпӑр, — тет Токарев, хӑйӗн яланхи хӑйӑлтатакан хулӑмрах сассипе мар, хурҫӑ пек янравлӑ сасӑпа. Пирӗн умрах авалхи хуласем ишӗлсе пырса, халиччен никамшӑн та паллӑ пулман ялсем халӑх нумай пурӑнакан столицӑсем пулса тарӗҫ! Лукашка ӑна хирӗҫ пӗр тытӑнчӑксӑр хуравласа пычӗ. Каяс умӗн Макар виле ҫине юлашки хут пӑхса илчӗ, вара халӗ тин ун тӗрӗллӗ кӗпине нумай пулмасть кӑна ҫунине, симӗс шалаварӗн чӗркуҫҫине питӗ тирпейлӗ — хӗрарӑм аллисем пулмалла — ҫӗлесе лартнине курчӗ. — Ахти, — темле хурлӑхлӑн, нимӗн тӑвайманнипе сасартӑк ҫухӑрса ячӗ Егоровна, — Владимир Андреевич, мӗн тӑватӑн эсӗ? Халӑха пӑтраштараҫҫӗ вӗсем. Тусӗсем ӑна ямшӑка татах эрехлӗх пама сӗннине пӑхмасӑрах вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ те пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ. «Мӗнлескер ҫавӑ санӑн, кинемей?» Анчах штурман координачӗсем хам Ледков картти ҫинче пӳрнепе тӗксе кӑтартнӑ тӗлтен питӗ ҫывӑхчӗ, вара эпӗ ирӗксӗрех ҫакӑнтан пӗр-икӗ утӑмрах, ав ҫав чул леш енчех капитана хӑйнех курмӑп-и-ха, тесе тавраналла пӑхса илтӗм… Ҫунтарар лайӑхрах, ҫӗлен-калтасене, юн сурма тытӑнччӑр! Гражданла ирӗклӗхпе тӗн ирӗклӗхӗн пысӑк ыйтӑвӗсем пирки шӳтлӗ формӑпа ҫырсан эпир политика енчен йӑнӑш тунӑ пулӑттӑмӑр. Амӑшӗ ӑна хӗрхенчӗ, хӑй ҫак ҫыншӑн хӑранине туйрӗ. Ҫак шухӑш Бруно вилнӗ хыҫҫӑн нумай-нумай ҫулсем иртсен чӑн та тӳрре тухнӑ. Кичемлӗх кӑна! Марийка чи пысӑк та сапакаллӑрах йывӑр турата ярса тытрӗ, ун ҫине пӑхса илчӗ те — тӳрех ҫак ҫурхи пӗр йӑлтӑр хӗвеллӗ куна аса илчӗ. — Юрӗ! …Хӗвел хытӑ пӑхнипе куҫ хуралсах килет. Ҫӑка йывӑҫҫисем ҫилпеле силленнӗ, турачӗсем пӳрт стенисене чӑрмаланӑ, калӑн — вӗсем сивӗре шӑннӑ та часрах пӳлӗме кӗресшӗн пулнӑ, тейӗн… Унӑн ӑс-тӑнӗ ҫителӗклех чее пулман, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫав ачана вӗлериччен пӗр самант маларах ҫеҫ ывӑлӗшӗн хӑрама пуҫланине пытарма пултарайман, анчах Петр ун чухне ывӑлӗшӗн хӑрани ҫеҫ хӑйне кӑшт та пулин тӳрре кӑларма пултарнине ӑнланнӑ. Ку свинка пачах урӑхласкер. Вӑл пире хӑйсен атаманне тытма пулӑшӗ. Вӑл пуҫне малтанхи вырӑнах хучӗ. Анчах лешӗ, хӗвел ӗнтсе янӑ кӗске хӑрпӑкӗсемпе куҫне хупӑрларӗ те, ҫапла хуравларӗ: — Ҫавӑнпа пуху шӑпӑртах ларать те. Карап кокӗ хӑйне унчченхи пекех пӗр тикӗс тытрӗ пулин те, Дик Сэнд хӑй сисмесӗрех Негорӑна шанми пулса ҫитрӗ. Вӑл тӳсме ҫук асапланнӑ. — Паттӑр! Хулари ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чиркӗвелле сӗнкӗлтетрӗҫ, хуйхӑрмалли япала ҫинчен шӑппӑн сӑмахламашкӑн чиркӳ алӑкӗ умӗнче чарӑна-чарӑна тӑчӗҫ. Унтан вӑл, манӑн кӑвакарчӑнӑм, кӑштах ҫӗкленчӗ, аллисене ҫапла турӗ те аса илме те йывӑр сасӑпа: «Турӑ амӑшӗ, ан пӑрах вӗсене!..» — терӗ. Пӗчӗк алӑкне яриех уҫса ярса, машинӑран районти Контроль комиссин председателӗ Самохин тухса тӑчӗ. — Фермӑна ҫунтарса ятӑр-и? Ӑна полкӑн мӗнпур уйрӑмлӑхӗсем мала кӑлараҫҫӗ: ҫулпа ватӑрах пулни те, опытлӑрах пулни те, хӑйӗн ҫарне малалла илсе пыма пӗлни те, тӑшмана никамран вӑйлӑpax кураймасӑр тӑни те. Вальӑран катарах мар пӗр ҫын пурӑнатчӗ, хуҫи хапӑл тӑвӗ-и, ун ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах епле пулсан та ун патне кӗрсе тухасшӑнахчӗ эпӗ. Ромочка, килпетсӗрскер, каллех алӑсене чуптумастӑр эсир! Хӗр ҫаврӑнса пӑхрӗ, ҫапах чарӑнса тӑмарӗ, хӑйӗн ҫаврака улӑм шлепкин кӑвак лентине аллипе сирчӗ, — ман ҫине пӑхса, лӑпкӑн йӑлкӑшса кулчӗ те каллех кӗнеке ҫинелле тинкерчӗ. Пӗрре вӑл ют ҫӗршывра рыцарь сӑнарлӑ, уҫӑ ҫамки айӗнче ултавсӑр сенкер куҫлӑ илемлӗ ҫамрӑк швед ҫыннине тӗл пулнӑ; ку ҫын ӑна хытах килӗшнӗ, анчах вӑл та ӑна ҫапах Российӑна тавӑрӑнма чарайман. Юханшыв тӑрӑх хура пӗренесем юхса анаҫҫӗ, кунтан виҫӗ мильӑри хула курӑнать. Хулара виҫӗ-тӑватӑ ҫутӑ ҫеҫ-ха. — Эпӗ Селиванова тӑван пулнӑ, санӑн вара аҫу пулатӑп, — тарӑхса каларӗ Шалый. Ку ҫын нумаях пулмасть упаленме пултарнине ӗненмелле те мар. Лавка тытакан арӑмӑн ывӑлӗ Валек, пӗр ҫирӗм ҫула ҫитнӗ хӗрлӗ сӑнлӑ самӑр каччӑ пырса тӑчӗ, эпир тавлашнине итлекелерӗ те каларӗ: — Кам сирӗнтен виҫсӗртен тул ҫутӑличчен тупӑк ҫинче выртса ирттерет — ҫавна ҫирӗм пус укҫа тата вунӑ пирус паратӑп, кам хӑрать — ӑна хӑлхаран туртатӑп, мӗн чул туртас килнӗ таран туртатӑп, ну? — терӗ. — Ӳсӗрместӗп. Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн тимӗрҫӗ Чуба хулпуҫҫинчен хытах ҫапрӗ. — Вӑл эпир каяс ҫул ҫинче пулать-и? Вӗсемшӗн пулсан, пурнӑҫӑн тӗп правили вӑл ӑс-тӑна пӑхӑнса тӑрасси пулать. Хӗр ассӑн сывласа илчӗ. Вӑл, пӗлӗт ҫинче ҫӗнӗ планета шыраса тупнӑ астроном пекех, питӗ хӗпӗртенӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ тата уҫҫӑнрах палӑрнӑ. Эпӗ шансах тӑратӑп, вӑл унта вилнисене кунти пекех хавхалантарӗччӗ. Унта тӳрӗ кӑмӑллӑ кардинал пек тӗлӗнтермӗш япаласене н-нихҫан та курман эсре-елсем сахал мар, пулас. Лаҫри тӗттӗмлӗхе хӗвел пайӑрки кӑшт ҫеҫ ҫутатать. Гуигнгнмсен ҫӗршывӗнче сыснасем пурӑннӑ пулсан, ехусем манӑн йӑхри чӗрчунсем кӑна хӑйсен тасамарлӑхӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ тесе ҫирӗплетни тӗрӗс мар пулнине эпӗ часах тӳрре кӑларнӑ пулӑттӑм. Хӑна ҫине тепӗр хут савӑнӑҫлӑн пӑхса илсе, хупах хуҫи алӑк хупсах тухса кайрӗ. Вӑл яланхи пекех лӑпкӑ та ҫирӗп хевтеллӗ пулнӑ, анчах Мересьев унӑн сасси улшӑннине асӑрхарӗ, — сестра сасси палӑрмаллах чӗтренӗ, тытӑнчӑклӑн тухнӑ, питне хулӑммӑн сӗрнӗ пудра та унӑн куҫӗсем хӗрелнине пытарма пултарайман. Пӗтетӗп эпӗ унпа… Андрей ӑнланчӗ, вӑл ӑна вӗлереймен. Анчах алмаз темиҫе ярд антарсанах опыт тӑвакан ученӑй вӑл аялалла хӑвӑрт туртӑнса аннине, аллинчи кантрана аран-аран тытса чарнине туйнӑ. Мана вӑл пирӗн ҫӗршыв оборонин ӗҫне лайӑхлатма кӑна пултарас пек туйӑнать. Акӑ ӗнтӗ пирӗн черет ҫитрӗ, пирӗн наследниксем: эсир пирӗн ӑруран мар, пилюля ҫӑтса ярӑр-ха, теме пултараҫҫӗ. Эпӗ хамӑн шухӑшӑмпа этем пуличченхи тахҫан иртсе кайнӑ авалхи ӗмӗр ҫӗнӗ куҫса каятӑп, ун чухнехи пӗтӗмпех пулса ӗлкӗреймен Ҫӗр ҫинче этеме пурӑнма кирлӗ условисем пулман, ун чухне ҫӗр ҫинче нимӗнле чӗрчунсем те ҫуралса ӳсеймен. Вӑл иртенпех ҫав ӗҫе тӑвать, халӗ ӗнтӗ кӑнтӑрлахи яр-уҫӑ ҫутӑра унӑн сӑн-пичӗ ытла та ывӑнса ҫитнӗ пек курӑнать. Аслӑ кӳлӗсен ҫӗршывӗнчи савансем пекех, е Ҫӗпӗрти тайга евӗрлӗ, Америкӑн пампасӗсем те географи енчен илсен, хӑйсем пӗр область пулса тӑраҫҫӗ. Кунта континентальнӑй климат тӑрать, ҫулла хӗвел хытӑ хӗртет, хӗлле шартлама сивӗсем пулаҫҫӗ; ҫапла вара температура улшӑнса тӑнин амплитуди те кунта Буэнос-Айрес провинцинчинчен пысӑк тӑрать. Паганель ӑна ҫапла ӑнлантарса парать: тинӗс хӗррисенчи ҫӗршывсенче ҫуллахи ӑшша океан туртса илет те, хӗлле пулсан ӑна майӗпенех ҫӗре парса тӑрать. Тӗрӗссипе каласан, списокра хӑйсен тӑван ҫӗршывӗшӗн ырӑ ӗҫсем туса хӑварнӑ темиҫе ҫын ячӗ сыхланса юлнӑ, анчах истори ҫав ҫынсене путсӗр те сутӑнчӑк ҫынсем тесе кӑтартнӑ. Инҫетре поезд кӗрлени илтӗнет. Ҫырса пӗлтерӗр-ха тархасшӑн: мӗнле ҫын вӑл Голышев тата мӗншӗн вӑл Сирӗншӗн ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫывӑх, манран та ҫывӑхрах? Тата мӗншӗн Эсир ӑна эпӗ Сирӗншӗн ют пулни ҫинчен пӗчӗк ачалла сӳпӗлтетсе паратӑр? Лапсӑркка ешӗл френчне вӑл (ырӑ мар вӑхӑтсем ҫитсен яланах вара ҫав френчне тӑхӑнса ҫӳрет) хулпуҫҫийӗ урлӑ уртса, ҫемҫе ҫухине йӳле янӑ. Каснӑ вырӑн, полировка тунӑ тейӗн, яп-яка та тип-тикӗс пулса юлчӗ. — Урия Гип пек. Паллах, ку вӑл ачалла, аван мар хӑтланни пулчӗ, хӑй ӑҫта ларни ҫинчен шутласа пӑхмаллаччӗ унӑн. Вӗсем хӗвелтухӑҫ ҫыранӗнчи европеецсен ялӗсене ҫитсе, ҫавӑнта Окленда кайма май киличчен кӗтсе тӑма шутларӗҫ. Хӗрача чарӑнса тӑчӗ те, унтан йӗрӗннӗ пек пулса, питӗнчен пӑхса илчӗ:— Эсир мана канлӗх паратӑр пулсан, эпӗ сире питех тав тӑваттӑм, мистер Томас Сойер. * * * Пурнӑҫ ӑна, шухӑшсем ҫинче пӗтӗҫӗнме памасӑр, пур енчен те турткаланӑ. Ашшӗ вилнин хӗрӗхмӗш кунӗнче вӑл, парадлӑн тумланса, лайӑх кӑмӑлпа ҫӗкленсе ҫӗр выртмалли ҫуртӑн никӗсне хывас церемонине тухса кайнӑ. Ыйхӑллӑ Егорушка тӑлӗ те упа курма Мойсей Мойсеич хыҫҫӑн юлхавлӑн танкӑлтатрӗ. Мӗн вӑл? Юратмастӑп ҫавӑн пек ухмахла вилӗме. Секретарӗн сӑн-сӑпачӗ, Воропаев ҫывхарса, ӳслӗкне аран чара-чара, ӑна тимлӗн итлеме тытӑнсан, нимӗнле уйрӑм савӑнӑҫ та палӑртмарӗ. Озеров капитан вӗт чулсене хыпашласа пӑхрӗ. Вӑл чӗнменни Дымова пушшех тарӑхтарса-ҫӗтӗлтерсе ячӗ. Эпӗ Санькӑна Мускава чӗнетӗп, вӑл ҫуркуннехи каникул вӑхӑтӗнче пыма пулать. Вӗсем кун пирки Петькӑпа та калаҫса татӑлнӑ иккен. Ҫак гимназист чӗппине ҫын пулма темиҫе хут та май панӑ, вӑл пирӗн ҫумма ҫыпҫӑннӑ ҫын ҫеҫ, — терӗ. — Вунтӑххӑрмӗш ҫулта Вешенски ҫыннисем тунӑ пек, шалчасем те пулин йӑтса тухнӑ пулӑттӑмӑр! — Сулахай енче. Анчах вӑл капла пулсан та пуҫне усмарӗ-ха. «Сан-Антонио», «Консепсион», «Виктория» карап капитанӗсем Магеллана пӗрмаях кураймасӑр тӑнӑ. Чат пӗтерӗр тӑшмана! Вӑрахчен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн стрепке аллисене пилӗкне тытрӗ, тарӑхса: — Ҫук, текех чӑтаймастӑп! Ҫутӑ пайӑрка пек ялтӑртатрӗ ҫак шухӑш Дик Сэнд асӗнче. Хӗр ҫывӑхарах пынӑ. Манӑн хӑлха алки пур, икӗ сулӑ… чӗнтерсем. Пӗррехинче эпир кӑнтӑрла Бакпа иксӗмӗр вӑрмана сунара кайрӑмӑр, сасартӑк лаша тӑпӑртатни илтӗнчӗ. Катаран такамӑн хӑвӑрт ҫывхарса килекен ура сассине илтрӗмӗр. Эпир ҫаврӑнтӑмӑр та сиккелекен вут ҫутине куртӑмӑр — тахӑшӗ хунар йӑтса пынӑ. Халь ӗнтӗ, хӑйсен аэродромӗсӗр пуҫне, пачах ниҫта та ларма май ҫук. Тепӗр енчен илсен — япӑх, мӗншӗн тесен ку вырӑнта этем пулӑшӑвне те, пӗр татӑк ҫӑкӑрпа тумлам вӗри шыв та, ҫурт таврашӗ те тупасса шанма ҫук; тухма ытла инҫех мар пулин те, вӑрман чӑтлӑхӗсем витӗр питӗ йывӑр ҫулпа иртсе тухмалла. Елена Инсаровпа пӗрре те хӑй калаҫас тенӗ пек калаҫаймарӗ; Инсаров ҫук чухне вӑл унран нумай япала ҫинчен ыйтса пӗлме хатӗрленет, анчах лешӗ килсен, хӑй мӗн ыйтма хатӗрленнинчен хӑй намӑсланать. Ӑна Инсаровӑн лӑпкӑлӑхӗ те вӑтантарать: унран пурне те каласа кӑтартма ыйтма хӑйӗн нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук пек туйӑнать Еленӑна, вӑл вара кӗтме шутлать. Вара епле те пулин ӑна тутлӑрах, шурутиллӗрех, вӗтӗрех утӑ пӑрахса пама тӑрӑшатӑн. — Давыдов пӗчӗккӗнех шӑртланма тытӑнчӗ. Тен, Африка ҫыранӗ хӗрринче ҫӳренӗ чух вырӑнти халӑх ӑна кӳрентернӗ пуль? Е тата пур-и сан? Фома ашшӗ ҫине ыратуллӑн пӑхса юлнӑ, ун чӗрине сехревӗн чӗтретекен сивви чӑмӑртанӑ. Вӑл Павел тӗрӗс каланине туять, анчах унпа килӗшме ӑна Павел ҫине сыхланарах пӑхниех кансӗрлет. Ҫӗр татӑкӗн вӗҫерӗнсе кайнӑ пайӗ ҫак тайлӑмпа вӑрхӑнтарса пырса, шӑп кӑна аяла ҫитсессӗн чарӑнчӗ. Акӑ халӑх мӗнле пулса кайрӗ иккен: пиҫӗхтермесӗрех авса хурасшӑн! Вара ҫак хӑйне яланах сӑпай тытакан ҫын хӑмсармалла хускалса илчӗ. — Ну, халӗ аван ӗнтӗ! — савӑнать Том. — Ватӑ ухмах! — тесе кӑшкӑрса янӑ сунарҫӑ. Ҫак каҫ Пӑван, сӗм тӗттӗмре пӗр пӗччен выртса, ҫӗрӗпе вӗри куҫҫуль юхтарчӗ… Хӑлхине ҫӗр ҫумне туса выртнӑ чухне, вӑл пӗр аран ҫеҫ палӑракан сасӑ илтнӗ. Паровоз патне ҫитсен, Павел:— Кам кунта командир? — тесе ыйтрӗ. Хама хам кичемле пулса кайрӗ. А.». Падре, эпӗ сире яланах, яланах юратнӑ! Эсир мана вилӗм шӑтӑкне тӗртсе янӑ самантра та юратнӑ. Ниушлӗ эсир мана тепӗр хут вӗлерес тетӗр! Паян ир ҫеҫенхирте тӳлек тата, хӗвел хӑпарчӗ пулин те, тӗтреллӗ; уйрӑммӑнах темле пушӑ та ҫепӗҫ туйӑнать. Хирсенче, унта та кунта, козак ҫӗлӗкӗ пек тырӑ ҫӗмелӗсем сапаланса лараҫҫӗ. Ун ҫийӗн тата ун тавра яланхи пекех тепсӗр сӗм тӗттӗмлӗх хупӑрланса тӑрать; ҫав тӗттӗмлӗх унӑн пуҫ мимишӗн пулсан, хура пӗлӗтпе пӗрех, вӑл ӑна хӑй ҫуралнӑ кунранпах хупӑрласа тӑрать ӗнтӗ, хӑйӗн телейсӗр шӑпипе унӑн ҫырлахмаллах пулӗ ӗнтӗ, анчах ачан чун-чӗри, темӗнле шалти туйӑма пула-ҫке, ҫак тӗттӗм чатӑра сирсе ярасшӑн пӗр вӗҫӗмсӗрех тӗрмешет. Юрӑхсӑр ҫанталӑкпа тӗксӗм ҫӗрте мӗн май килнӗ таран вӗҫтерсе пынӑ вӑл. — Эпӗ сана акӑ мӗн калам, Лексей, эс ман Максимыч, Яков хӑйӗн пысӑк чӗрине кӑлӑхах турӑпа тӑкакласа пӗтерчӗ. Директор хваттерӗ умӗнчен иртсе кайрӑм, анчах никама та курмарӑм. Киревсӗр ҫын кӑна ҫавӑн пек тума пултарать! Ҫавӑнпа килӗшес пур-и ман? Чухларӑн-и ҫак мӑйӑрӑн тӗшшине? Итлес кӑмӑлӑр пур-и? Мӗн те пулин тӑвасах тетӗр пулсан, айтӑр-ха беседка туса лартар. Вӗсем тавлашнӑ чух эпир шарламарӑмӑр, итлерӗмӗр. Эп ун патне ҫырса ярӑп. Аэлитӑн хавхалануллӑ куҫӗсем тӳпе ҫутинелле тӗмсӗлнӗ. Уйрӑласшӑн мар вӑл ачипе! Тумӗ йӑлт ҫӗтӗк-ҫурӑк, пӑхас та килмест. Роберт чи чӑнкӑ тайлӑмсенчен кушак пек чӑрмаланса хӑпарчӗ те, Паганельрен те иртсе кайса, ҫӳле пуринчен те малтан ҫитрӗ. Географ ниепле те килӗшме пултарайман: пӑх-ха, унӑн хӗрӗх ҫулхи вӑрӑм урисене пӗчӗк ҫеҫ вуник ҫулхи урасем ҫӗнтерчӗҫ. — Эпӗ сана курсанах палласа илтӗм. Пӑв-а-а!.. Бруно тӗлӗнмелле пысӑк ӑс-тӑнлӑ ҫын пулнӑ: унран кайран пурӑннӑ астрономсем уҫнӑ япаласене вӑл хӑйӗн ӑс-тӑнӗпе ӑнланса илнӗ. — Кандовпа ун юлташӗсене камсем сутнӑ вара? — ыйтрӗ Огнянов. Иртсе каякансем тӗмӗ хыҫӗнчен курӑнмаҫҫӗ, анчах вӗсем айлӑмра, шухӑша кайнӑ старик ларакан сӑрт ҫумӗпе, вӑрманпа тӳремлӗ еннелле иртни палӑрать. Вӑл вара вӑрҫма тытӑнчӗ. Вара тахӑшӗн пальтоне хулпуҫҫи ҫине ҫакса ячӗ те хупахалла тухса утрӗ. Ну, эсир калӑр. Долинник калать, каланинчен мӗн пуласса хӑй те шанмасть. Джемма та шикленме пуҫларӗ, анчах Санин ҫине тимлӗрех пӑхса илсен лӑпланчӗ. Вӑрман никамсӑр темелле ӗнтӗ, анчах ҫак тӳрем сӑртлӑх чӑн-чӑн пушхир евӗрлӗ. Анчах вӑл сисӗнет… Унтан, нимӗҫсен тылне юлса, вӑл виҫӗ танкран вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен танксен группи тунӑ, ҫав группӑпа нимӗҫсен инҫетри тылӗсем тӑрӑх обозсемпе колоннӑсене тапӑнса ҫӳренӗ. Вэра хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе кӗрешнӗ. — Сирӗн корреспондент тӗрӗс ҫырнӑ тесе шанатӑр-и эсир? — ыйтрӗ Джемма чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Эсир пит лайӑх пӗлетӗр эпӗ сире шутсӑр юратнине. Алексей пӗр самантлӑха хӑйӗн куҫӗ умӗнчех хӗрӗн хӗвелпе хуралса кайнӑ, ачанни пек ҫамрӑк тӗслӗ питне, кӑштах мӑкӑрӑлса тӑракан кӳпшек тутине тата ҫилпе кушӑрканӑ сӑмсине асӑрхарӗ. — Ну, паллах ӗнтӗ! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ офицер, сӳрӗккӗн кулса илсе. Анчах пирӗн юлашки апат туни ҫак ҫеҫ пулчӗ. Огнянов ӑнланчӗ ӗнтӗ унӑн калас сӑмахне, куҫне ҫавӑнтах куҫҫуль карса илчӗ. Эпӗ ӑна пулӑшас тесе ҫеҫ ӗмӗтленсеттӗм, вӑл мана киревсӗр инкек кӑтартрӗ. Хӑйне хуть те мӗн кӗтсен те, вӑл пурне те чӑтма хатӗр. Кимӗ кӗпер айӗнчен тухса, каналӑн крепость тӑракан пайӗ тӗлне ҫитсе тухрӗ. — Туршӑн та, пире каллех «Жираф» пулӑшрӗ вӗт! — вара вӑл та, ылтӑн тенкӗсем кӑларса, вӗсенчен пӗчӗк юпасем купалама тытӑнать. Вӑл хӑйне ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаттарасшӑн пулман, шухӑшлас мар тесессӗн мӗн те пулин тӑвас пулать. Ун куҫӗсем халӗ, теттӗме хӑнӑхнипелен, паллах мар, кӑшт ҫеҫ сӗмленекен рама урлашкисене чиперех тӗшмӗртрӗҫ. Эсир ҫав Чертовой улӑх тенипех ҫын пырса кӗмелле мар чӑнкӑ чул тусем хушшинче усал сывлӑшӑн йӑви пур-тӑр тесе шутлатӑр пуль ӗнтӗ, — ун пек мар вара: Чертовой Улӑх ячӗ чорт сӑмахран мар, «черта» сӑмахран тухса кайнӑ, тахҫан авал (кунта Грузи чикки пулнӑ. Анчах ку та пулӑшман: хула ҫыннисем хӑйсен башнисемпе нӳхрепӗсенче пытанса чиперех ҫӑлӑнса юлнӑ. «Кунта!» терӗ вӑл юлашкинчен, вара, кӑштах пӗшкӗнсе, ула-чӑла шӑлаварӗн тарӑн кӗсйи тӗпӗнчен ҫӑраҫҫи кӑларчӗ. Хамӑр ҫумра юлакан укҫапа мӗн тӑватпӑр-ха эпир? Джемма унпа юнашар тӑрӗ те вӗсем вара вилӗмӗн ҫунатлӑ тӑвӑлне хӗпӗртесех кӗтсе илӗҫ. Ҫӗнтерӳ сехетӗнче вӗсем пӗрле вилӗҫ, мӗншӗн тесен ҫӗнтерӳ килмеллех. Апатланнӑ чухне ман ҫав княжнӑпа юнашар лармалла пулчӗ те, эпӗ пӗрехмай ҫапла шутларӑм: хӑй пекех эпӗ те князь пурлӑхне йышӑнса юлмалла пулнӑран, княжна мана кураймасть, ҫавӑнпа калаҫмасть те ӗнтӗ вӑл манпа, князь пирӗн еннелле ҫаврӑнса пӑхмасть, мӗншӗн тесен эпир княжнӑпа иксӗмӗр те ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫынсем, пӗрешкелех йӗрӗнчӗкскерсем. Тург-и? — тесе ыйтрӗ. — Сирӗн пурте йӗркеллӗ, анчах пурте сывах мар, — терӗ Базаров. Пӗрле ларса ӗҫӗпӗр те ку ӗҫ ҫинчен пӗтӗмпех манӑпӑр». Вӗсем никам куҫ умне курӑнмасӑр чиркӳ витӗр тухрӗҫ те чиркӳ умӗнчи площаделле анчӗҫ. Ку ҫав тери аван пулнине санӑн пӗлесчӗ кӑна! Тӗлӗнсе каймалла лайӑх! — А мӗнле маттурскер вара! — терӗ сотник, хӑйне ҫаплах начальник пек тыткаласа. Кандов вара, чӳречерен карӑна-карӑна тухса, хӑй ирӗклӗхне никам та чарма пултараймасть тесе, урнӑ пек кӑшкӑрашрӗ те, юлташӗсем ӑна, хай тӗрӗк влаҫӗсен йӗркине пӗлекенскерсем, хӑйсене унран лӑпкӑрах тыткаларӗҫ. Станца пуҫлӑхӗ ун патне кайма шут тытнӑ. — Юрӗ, пуҫлӑр! — терӗм эпӗ, мачча ҫине ҫав-ҫавах пӑхнӑ май ӑшра кулкаласа. Кунта ӗҫӗ темӗн чухлех, факт! Пушӑ ман пурнӑҫ! Анчах ҫак йывӑҫсем хушшинче ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пур ҫӗрте те ӳсекен, темиҫе пин тӗсе ҫитнӗ пальмӑн пӗр тӗсӗ те тӗл пулманнинчен питех те тӗлӗнмелле. Нумайччен ҫӳрерӗ вӑл, анчах кӑлӑхах. Юлашкинчен вӑл Тимур пурӑнакан дача тӗлне ҫитсе тӑчӗ. Чӗре ҫумӗнчи татӑка татса илетӗн вӗт! — терӗ вӑл. Анчах унӑн кӑмӑла ҫӗклекен туйӑм ҫук. Келлине катастрофа, юхӑнса каясси хӑратнӑ, анчах халӗ, вӑйсӑр пулин те, пӗчӗк шанӑҫ палӑрнӑ. — Каҫар, тӑванӑм!.. — тата тепӗр хут ыйтрӗ Гаврила. Сасартӑк ҫитӗнсе кайрӗ, — влаҫпа хаярлӑха алтӑрпа ӑсса ӗҫнӗ пекех… Кӗленчипех ӗҫсе янӑ пулсан, ун пек калама пулӗччӗ-и тен, анчах капла нимӗн чухлӗ те йывӑр мар. Тата тепӗр ватӑрах казак, кӑтрашка пӗчӗк сухалне сулахай аллипе якаткаласа, сӑмах тухса каларӗ: — Йӑнӑшрӑмӑр ҫав эпир, Половцев юлташ… Хӑнасем пӗрне-пӗри пуҫ тая пуҫланӑ: ҫӗвӗҫӗ атӑҫа, атӑҫӑ ҫӗвӗҫе, булочник вӗсене иккӗшне те, булочнике пурте, т. ыт. те. Хам ая эпӗ шывра ӳсекен типнӗ курӑксемпе ытти курӑксене сартӑм. Виҫҫӗр? Хӗҫҫисене шӑхӑрттарса, вутӑ ҫурнӑ пек ваклаҫҫӗ ҫынсене. Печорина пӳлӗмрен ҫавӑтса тухрӑм та, крепаҫ валӗ патнелле утрӑмӑр. Тата ҫав ирсӗр ӗҫе мустангер Морис Джеральд туманнине те ҫавӑн пекех лайӑх пӗлсе тӑтӑм. Эсӗ урса кайнӑ, факт! Пысӑк, мелкемес Арчаковский Лыкачевсен пӗчӗк те хӗремесленсе кайнӑ кӗҫӗн хӗрне, ун ҫийӗпе кӑштах пӗкӗрӗлсе те унӑн ҫӳҫӗ ҫулне пӑхса, хӑй тавра ҫавӑрать; ача-пӑчапа ташланӑ чухнехи пек, вӑл па туса ҫитермест, урисене ӳркевлӗн те тирпейсӗррӗн ҫеҫ куҫаркалать. — Тен, эпӗ ҫавах ҫак шӑхӑракан антилопӑсем патне ҫывхарма пултарӑп? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Кусем полкри лавсем пулчӗҫ, вӗсен ҫине тӳпемиех тинӗс курӑкӗ тиенӗ. Пӗрремӗш понтон патнелле аннӑ чух, пиччӗшӗпе шӑлнӗ хӑйсене хирӗҫ хыттӑн калаҫса хӑпаракан салтаксене тӗл пулчӗҫ. Сак ҫинче пуҫран тытӑнса малалла, сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп витӗнсе, темле мӑкӑрӑлчӑк япала выртать. Хӗрарӑм ҫывӑрать иккен ҫапла. — Эпӗ хамӑн алӑра мӗнле хӗҫпӑшал пур, ҫавӑнпа ҫапӑҫап, — тесе чӑрсӑррӑн ответлерӗ Кольхаун. Серёжа Брузжак, типографире ӗҫлекенсенчен ҫуррине хӑй, ашшӗпе пӗрле тӗпсакайне тата мачча ҫине пытарса лартнӑскер, пахчасем урлӑ килнелле таврӑнать, вӑл шоссе тӑрӑх ҫын чупса пынине курах каять. Сывлӑш питӗрӗнсех ларчӗ хамӑн, анчах ӑна калатӑп: «Татах япӑхрах. Ҫав кунах каҫпала Одинцова хӑй пӳлӗмӗнче Базаровпа ларнӑ; Аркадий Катя музыка каланине итлесе залра уткаласа ҫӳренӗ. Мӗнлерех кӑна йывӑр ӗҫ пулчӗ ҫакӑ маншӑн — ӑна ӑспа-тӑнпа вулама та ҫырма вӗрентесси! Халӗ ӗнтӗ мана калать… Ваҫили Андрейч лаша тытса пынӑ. Вӑл ҫӑвара сывлӑш тултарса ӑна сухал-усси ҫинелле кӑларса янӑ. Вӑл урӑх сӑмах хушмарӗ. Ҫемҫе калаҫни Артура мӗнле килӗшнине Джеймс тӗрӗслесе пӑхас терӗ пулмалла, анчах Артур ӗлӗкхин пекех пӗр вырӑнтах хускалмасӑр ларчӗ. — Туррӑн темиҫе пин май та пур тавӑрма, — терӗ Дик Сэнд. Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫав градуслӑ анлӑшӗнче хӗвел анӑҫ еннелле 3000 километрта, Америкӑн ҫурҫӗрпе хӗвел анӑҫӗнчи ҫыранӗ хӗрринче ик-виҫӗ пӗчӗкрех вулкансем пурри ҫеҫ аса килчӗҫ мана. Хӑйӗн хӗрӳллӗ сӑмахӗсем кӑшт ҫеҫ илтӗнекен сассипе килӗшменни туйӑнать. Тӗлӗнсе каймалли сӑн-пит манӑн! Пит тав тӑватӑп. — Хыпаланма кирлӗ мар, тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ ҫамрӑк капитан, пӑртак шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, — Том Аустина Туфольд бухтине чӗнсе илме нихӑҫан та кая юлмастпӑр. Перерывсем вӑхӑтӗнче вӑл час-часах аэродрома кайса, ҫав машинӑсем кӑшт чупса кайсанах пӗлетелле чӑмса хӑпарнине, сывлӑшра, сенкертерех хырӑмӗсене кӑтартса, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкаланине пӑхса тӑнӑ. Дик сасартӑк шыв тӗсӗ тӑрӑх рифсем хушшинче уҫӑ вырӑн пуррине ӑнланса илчӗ. Сӑмахран, калӑпӑр, яланхи майсенчен пӗри акӑ ҫапла пулать: Ку ҫын мана юратать иккен те, эпӗ качча тухнӑскер, ҫавӑнпа манӑн юратмалла мар. Сарӑ сухалӗ те шӑртланаймасӑр усӑнса тӑрать. Сӑран михӗсене шыв тултарчӗҫ те отряд ҫул ҫине тапранчӗ. Вӑл ӗнтӗ йӗме те, кӑшкӑрма та пӑрахнӑ, хырӑмӗ майӗпен хӑпара-хӑпара анни ҫеҫ вӑл вилме ӗлкӗрейменнине, юлашки сывлӑшне кӑларма хатӗрленсе кӑна выртнине кӑтартса парать. Пӗррехинче, вырсарникун, стариксем, ҫамрӑк каччӑсем, хӗрарӑмсемпе ачасем курӑк ҫине чӗркуҫленсе ларчӗҫ те ушкӑнпа кӗлтума тытӑнчӗҫ. — Эпӗ маннӑ та. — Ӑҫта илсе каяҫҫӗ? Ку ҫемьери ҫынсем пурте ман кӑмӑла каяҫҫӗ: вилнисем те, чӗррисем те, ҫавӑнпа эпӗ вӗсенчен пӗринпе те вӑрҫма шутламастӑп. Болгарие ҫавӑн пек ҫынсем кирлӗ те. Вӑл Инглэндпа, мухтава тухнӑ капитан пиратпа Инглэндпа ҫӳренӗ. «Пытар мана ӑҫта та пулин, — терӗ шӑппӑн голова. «Эпӗ сирӗн Карла пӗлетӗп!» — терӗм эпӗ. Аллине ҫурта тытнӑ Цанко арӑмӗ пырса кӗчӗ. — Тепре выляса илер, — терӗ Володя, картсене пӑлхаткаланӑ май хулпуҫҫине атте пек сиктеркелесе. Санин тӗлӗнсе кайрӗ. Унтан каллех арҫын сасси: — Испанкапа чирлет пулмалла. Тархасшӑн, ӑна ҫавӑн пек кала. Кухньӑна кайса вӑл кухаркӑна самовар вӗретме хушрӗ, унтан мана хӑйӗн кӗнекисене кӑтартма тытӑнчӗ, — вӗсем пурте тенӗ пекех наукӑлла кӗнекесемччӗ: Бокль, Ляйэль, Гартпуль, Лекки, Леббок, Тэйлор, Милль, Спенсер, Дарвин; вырӑссенчен — Писарев, Добролюбов, Чернышевский, Пушкин, Гончаровӑн «Фрегат Паллади» тата Некрасов кӗнекисем. Ҫак тӗлте Медынская ун ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илнӗ те каллех хӑйӗн вӑййине тапратнӑ. Ҫапла шӑп тӑниех ӑна пит лайӑх тавӑрса калани вырӑнне пулчӗ. Унӑн чирӗ ӑна хисеплемесӗр усал пӑхнӑран пулнӑ, анчах унта кам айӑплӑ, ӑна турӑ пӗлет. Мӗн хӑртлатан? Мӗн туса хутӑн эсӗ? Пӗр каҫхине Анна патне ҫамрӑк халӑх нумай пуҫтарӑнчӗ. Ним намӑс-симӗсӗ те ҫук ҫав ҫынсен! — терӗ амӑшӗ ҫилӗпе. — Кай, шуйттан! — амӑшӗн хӑлхинчен кӑшкӑрчӗ те ҫамрӑк салтак, унпа танлашса, ӑна тротуар ҫинелле тӗртсе ячӗ. Виҫӗ хутчен каларӑм эп ӑна, уттар малалла тетӗп, анчах вӑл эп каланине хӑлхана та чикмерӗ. Кусем вара, чӑнах та, питӗ паллӑ пулнӑ ӗнтӗ. Вӑйлӑн ӳссе ларнӑ ҫумкурӑкӗсем хушшипе ҫиппе ҫапса тунӑ пек тӳррӗн тӑсӑлса выртакан, ҫынсем ҫӳреме пӑрахнӑ фронт ҫулӗ ҫинче вара, ҫак ҫуллахи шӑрӑхра пиҫсе выртакан уйсем пек, ҫуллахи пӗлӗтри тӑрисен янравӗ пек, ҫӳллӗ те тӗпсӗр пӗлӗт пек кивӗ те вӗсем пекех ҫамрӑк юрӑ кичеммӗн те вӑйлӑн янраса пычӗ. Унта ҫынсене ҫуртсем ӑшне хупса лартакан, ултӑ уйӑх пыракан хӗл ҫук, тӑварланӑ купӑста, кӑмпа, тинкӗле тата усал йӗтӗн ҫӑвӗпе ҫӗрулми анчах ҫиме юракан Аслӑ типӗ тытасси ҫук. Лось ҫак самантрах куҫӗсене хупрӗ. — Татьянка ҫине ҫиллес пӑхса кӑшкӑрчӗ тарӑхнӑ Коля. Эпӗ ун ҫине сехре хӑпнӑ ҫын пекех ҫавӑрӑнса пӑхрӑм, Гретхен та кунтах иккен, хам нимӗн те калаҫмарӑм, ҫиессӗм те килмест. Каҫӗ ӑшӑ, тӗттӗм те лӑпкӑ. — Салтма хушӑр мана! — хуҫӑлнӑ сасӑпа ыйтнӑ Фома. Мӗн хулана ҫитичченех ӑна пӗр чун та хирӗҫ пулмарӗ; уйсенче ҫын ҫук, хула хӗрринче пуҫланакан урам та пуш-пушах. Вӑл кӗске кунчаллӑ сарӑ атӑ тӑхӑннӑ, кукӑртарах урисемпе ҫирӗппӗн пусса утать. — Нихҫан та пулман… пӑрах эс ӑна… — Ах! Вӑл хутла пӗлнӗ, анчах манса кайнӑ, халь аса илесшӗн мар. Вӑхӑт ирхине вунпӗр сехет тӗлнеллеччӗ. — Апла, эсӗ мана юрататӑн пулсан, халех ҫавӑнта хӑвӑрт чупса кай та, ҫак ҫӗрре хӑвӑла хур. Анчах, асту, никам та ан куртӑр. Сирӗн шухӑшӑрпа ку аван-и? Анчах халь эсир: эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршыва юрататӑп-и? тесе ыйтрӑр. Чимӗр-ха, акӑ татах: «порубан шаблями татарскими»… тата тепӗр сӑмах пур пулас… ҫук ҫав, урӑх нимӗн те упранса юлман. — Юрамасть тесе суятӑн, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Ав, тӗме леш енче утӑ тиенӗ ногай арби тӑрать. Инсаров тахҫанах хатӗрленсе ҫитнӗ ӗнтӗ, халь Мускавран тухса каясшӑн ҫунчӗ. — Куншӑн эсир айӑплӑ мар. Вӑл ҫав тӑватӑ миля хушшине нихҫан та утса тухаяс ҫук. Эсир кунта ҫитнӗ те-и ӗнтӗ, Сашенька? Ҫавна хирӗҫле пулас ҫук вӗт эсир? Епле улшӑннӑ иккен вӑл? Ку вӑл 1914-мӗш ҫул вӗҫнелле пулчӗ, ун чухне вӑрҫӑ пуҫланнӑччӗ кӑна-ха, Татаринов капитан экспедицийӗ тен ҫавӑнпах та ӗнтӗ, никама та интереслентермен. Ку сӑмахсем ман кӑмӑла каймастчӗҫ, эпӗ сӑмахсене нумайӑшне ӑнланмастӑм, хӑш чухне мана ҫав ҫынсем ют чӗлхепе калаҫнӑ пекех туйӑнатчӗ. Отручков ку шкула Алексейрен пӗр-икӗ эрне каярах пырса кӗнӗ, анчах вӑл шкул пурнӑҫне, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пек мар ҫирӗп йӗркесене хӑвӑрт хӑнӑхнӑ та, пуриншӗн те «хамӑр ҫын» пулса тӑнӑ. — Пире хаҫат кирлӗ! — тет Павел час-часах. Халӗ ӗнтӗ вӑл тоннелпе никам та усӑ курман, хӑш-пӗр тӗлте ӑна ишӗлнӗ ту чулӗсем пӳле-пӳле лартнӑ. Ту айккинче вӑрттӑн ҫул пурри ҫинчен контрабандистсем ҫеҫ пӗлнӗ, вӗсем ӑна тоннель таранах алтса кайнӑ. Пурӑш пурӑнакан шӑтӑка курсан, вӑл сасартӑк аяккалла сикнӗ, Синопа ҫакна кӗтменскер, йӗнер ҫинчен ывтӑнса юлнӑ. Вӑл пӑртак шухӑшласа тӑчӗ, унтан алӑкне уҫрӗ те, коридор урлӑ каҫса, пӳлӗме кӗчӗ. Кунта ман кил, комбат юлташ! — терӗ вӑл ним калама аптӑранӑ майлӑ. — Мӗн патне? Малта, сӳтсе тӑкнӑ карта леш енче, тӗппипех ҫунса кайнӑ пӳрт вырӑнӗсенчен леререхре, ҫаралса юлнӑ кӑмакасем ҫеҫ ларнӑ ҫӗрте, ял хӗрринчи икӗ килхушшинче ҫынсем чупкалаҫҫӗ. Вӗсем, сассисене хӑпартмасӑр, ҫаплипех лӑпкӑн калаҫса тӑчӗҫ, анчах эпӗ доктор Ливси ман ыйту ҫинчен пӗлтернине ӑнлантӑм. Унтан капитан Джоб Эндерсона мӗнпур командӑна палуба ҫине чӗнме приказани пачӗ. Тӑрантас ларчӑкӗ ҫинче манах сиккелесе пычӗ, лаши вара сарӑ-хӗрлӗ тӗслӗ, темле ҫаралса кайнӑ хӑлхаллӑскер пулнӑ. Ньянгвере Стэнли Занзибар султанӗн отрячӗсем Марунгупа Мансуема облаҫӗсене хӑрушшӑн тапӑннине хӑй куҫӗпе курнӑ. Пулас тытӑҫусемпе вӑрҫӑсем епле пӗтессине те вӑлах татса парӗ. Шӗл, мана тӑрӑ шыв ҫине кӑларнипе эсир Гарри Грантӑн йӗрӗсене тупма пултараймастӑр, ҫавӑнпа та, куратӑр ӗнтӗ, манпа сӑмах татса килӗшӳ туни сире нимӗн усӑ та памарӗ. Лешӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗҫҫе пушмак тӑхӑннӑ тӑсланкӑ урисене тӑратса, месерле кайса ӳкрӗ. Дон Сильвио пит нумай выльӑх ӗрчетсе пурнакан ҫын — «ганадеро» пулнӑ. — Халӗ ӗнтӗ кай та Манькӑпа пӗрле пӑрака йӑтма пуҫла. Унӑн тутисем кӑштах чӗтреҫҫӗ, вӗсене хупласа тӑракан шӑрт пек хӗрлӗ сухалӗ палӑрмаллах чӗтрет. Ака мӗнле истори. Берестов, сӑнчӑрти упа хӑйне ҫавӑтса ҫӳрекен хушнипе, улпутсене пуҫҫапнӑ пекех, тӑрӑшса ответленӗ. Хуҫа арӑмӗпе тата хӗрӗпе пӗрле кӗчӗ. Эпӗ ӑна ответ тыттаратӑп. Шаккарӗҫ, унтан шӑнкӑртаттарчӗҫ. Ку вӑл — Л. кӳлли, пирӗн виҫҫӗмӗшпе тӑваттӑмӗш база. Анчах Корчагин ӑна палларӗ пулсан, Лещинская тӑватӑ ҫул хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ монтёр, никам та мар, унӑн канӑҫсӑр кӳрши иккенне тавҫӑрса илеймерӗ. — Вӑл ӗнтӗ тухтӑрсем каланинчен килет. Мӗн тума чӗпӗтеҫҫӗ-ха ӑна ман юлташсем? Тепре хӑтланса пӑх-ха! — тесе кӑшкӑрчӗ хыҫалтан. Мунча ҫӑраҫҫине ҫӗмӗрчӗҫ, темиҫе ҫын пӗр харӑсах алӑкран хӗсӗнсе кӗрсе кайрӗҫ, анчах ҫав самантра тенӗ пекех каялла тухрӗҫ, эпӗ ҫав вӑхӑтра патака Ромаҫа тыттартӑм та, хам ҫӗртен теприне илтӗм. Тимӗрҫӗ турра; ӗненекен ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл святой сӑнӗсене те час-часах ӳкернӗ; Т… чиркӳре халь те-ха вӑл тунӑ евангелист Лука сӑнӗ пур. Анчах хӑйӗн ӑсталӑхне вӑл пуринчен ытла пӗр картинӑра лайӑх кӑтартса панӑ. Ҫак картина халь чиркӳ стени ҫинче, сылтӑм енче ҫакӑнса тӑрать, унта вӑл хаяр суд пынӑ куна ӳкерсе кӑтартнӑ: святой Петр аллинче ҫӑраҫҫи, унпа вӑл шуйттана тамӑкран хӑваласа кӑларать; хӑраса ӳкнӗ шуйттанӗ, хӑй пӗтессе сиссе ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кускаласа ҫӳрет, халиччен тамӑкра асапланнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ӑна пушӑпа, вут пуленккипе, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗне-хӗне хӑвалаҫҫӗ. Аван мар санпа. Игнат ывӑлӗ ҫине, ҫак сӑмахшӑн тата сассине хӑпартса каланӑшӑн, ҫилленсе кайнӑ. — Пӗтрӗ? Йӗппине темӗнле ҫавӑрса тӑратсан та, вӑл пӗрмаях хӑйӗнне, эпир кӗтмен еннеллех кӑтартать. Хӑрах аллипе вӑл сумкине ытамласа тытрӗ, тепринпе, сунчӑк тытнипе, вӗлле хурчӗсене хӑваланӑ пек, мана хӑвалама тытӑнчӗ. Сӑра ӗҫес килет-и? Вӑл хӑйӗн хаклӑ япалине салтса пӑрахма пуҫланӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра пӳлӗме Джули тарҫи поднос йӑтса кӗчӗ. Глэдисӑн тарҫи пулнӑ ватӑ кухарка итальянка поднос ҫине хаяр хуҫа арӑмӗ киле кӗриччен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ хурса тултарнӑ пулнӑ, ҫав апата юратакан Артур чиркӳ йӗркисене пӑсмасӑрах ҫиме пултарать, тесе шухӑшланӑ вӑл. Пирӗн мӑн асаттесен мӑн аслашшӗсем Уйӑх тӗттӗмленсе килни тутарсен Батый ханӗ тапӑнассине пӗлтернӗ, тесе шутланӑ. Пугачев тавра ҫывӑх юлташӗсем пухӑнчӗҫ. Пӗчченех каять-и? Тепри — Питӗр хулинчи консерваторинче музыкӑна вӗреннӗ. Соломон хирӗҫ пӗр сӑмах тавӑрса каламан, мӑчавӑр вара, вӑйлӑ чышкисене хытарса, хаяррӑн пӑхса ӑсатнӑ ӑна мӗн алӑкран тухичченех. Ӑна мӗн пулнине пӗлмен пулсан та Джемма вӑл темле аташма пуҫланине ӑнланса илчӗ. Ҫакна эпӗ асӑрхарӑм та пушшех шиклене пуҫларӑм. Эпир вӗренепе танлашрӑмӑр, эпӗ, пӑлханнипе шурса кайнӑскер, калаҫма пуҫлас тесе, сывлӑш ҫавӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, анчах ман хӑюлӑх, чӗре турткалашуллӑн, чирлӗн тапнине тата ҫӑвара сивӗ ҫапнине пула, кӗтмен ҫӗртенех чакса, арканса кайрӗ. Ку вара пачах кичем пулчӗ. Сӑнран пӑхма Лушка ҫирӗм пилӗк ҫултан иртмен темелле. Юлашкинчен, ӑшӑпа пиҫсе ҫитнӗ, шыҫӑнса кайнӑ, тарпа йӗпенсе исленнӗ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ те, тӑрса ларса, алтупанӗ айӗнчен хӗвел ҫине пӑхрӗ. «Вӑт турӑ куҫӗ, турӑ каҫартӑрах мана, унтан тӗм айӗнче те хӑтӑлма ҫук-ҫке! Юлашкинчен, яхта борчӗ ҫинчен шурӑ тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ. — Тӗрӗссипе калатӑп сире, ҫак калаҫу пуличчен, Джон, сирӗн ӗҫӗр ман кӑмӑла каймарӗ, — тесе йышӑнчӗ матрос. — Анчах халӗ акӑ манӑн аллӑм, эпӗ килӗшетӗп, — терӗ вӑл. Пӗлместӗн-и? Пӗррехинче ялти ватӑсем хупаха пухӑнса ларнӑ та, хай каларӗш, сӗтел хушшинче меллӗн те йӗркеллӗ калаҫса лараҫҫӗ. Сӗтелӗ ҫинче, шӑп варринче, пӗчӗккӗ теме ҫылӑх ӗнтӗ, шарикленӗ така выртать. Патша вӑхӑтӗнче эпир пурӑнӑҫа урапана кӳлнӗ вӑкӑр пек сӗтӗрнӗ, ҫав иртнӗ пурӑнӑҫшӑн тата чикӗ леш енчисемшӗн эпӗ питӗ те кӳренетӗп… Арлӑ пурӑнӑҫӑн пирвайхи уйӑхӗсем ҫаплалла иртсе пынӑ. Ҫак доллар камӑн иккенне пӗлме кӳршӗсенчен ыйтмаллаччӗ манӑн, вара ӑна ватмасӑр-ҫӗмӗрмесӗр чӑн-чӑн хуҫине памаллаччӗ — ӑслӑ ҫын ҫапла тунӑ пулӗччӗ, — анчах ҫук, эпӗ ҫав доллара илетӗп те, ҫурмалла касса, пӗр пайне сана, тепӗр пайне леш хӗрарӑма паратӑп. Чӗре сисет, ҫаплах пулса тухнӑ ку. — Ну, ку пулас ҫук вара! — йӑл кулса ячӗ Давыдов. — Тивӗҫлӗ парне! Хӗвелӗн ҫинҫе пайӑркисем сывлӑшра ылтӑн хӑюсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Шубин пукан ҫинчен тӑчӗ. Темиҫе уйӑх иртсен, Лаваль хули Вандея таркӑнӗсене хӑлха уҫса кӗртнӗ хыҫҫӑн, пӑлхавҫӑсене хӳтлӗх паракан кирек мӗнле хулана та аркатса тӑкма хушакан декрет кӑларнӑ. Турӑ лаша Хӗрӳллӗ сӑмахсем каланипе хавхаланса, сунарҫӑ, хӑй лаши патне витенелле васкаса утнӑ. Чирлӗ ҫынӗ ӑҫта? Санин кун пек экзамена кӗтменччӗ: хатӗрленмен вӑл ӑна. Ҫав тери аван вара, чӑнласах та! — Кирияк, эс каятӑн та-и? Унпа пӗрлех Мересьев сестран ҫемҫе те илемлӗ профильне курчӗ. Хыҫалтан ӳкекен ҫутӑ унӑн кӑтрарах сарӑ ҫӳҫӗсене йӑлтӑртатса тӑнӑ пек кӑтартнӑ. Хӑй аван мар тунине туйсах, Мересьев ун ҫинчен куҫӗсене илеймерӗ. Тупӑка шӑтӑка антарса, ҫиелтен тӑпра витсен — ҫынсем кайнӑ, анчах йытти юлнӑ; вӑл, нӳрӗ ҫӗр ҫинче ларса, нумайччен ним сас кӑлармасӑр вилтӑприне шӑршланӑ. — Акӑ вӑл, — терӗм те эпӗ кӑкӑр кӗсйинчен чӑкӑртатакан хутпа чӗркене ҫыру туртса кӑлартӑм. Вал, хӑйӗн ҫар тумне тӑхӑнсан, палатӑна сывпуллашма пычӗ. Алтарь варринчи хура пукан ҫинче хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос сӑнӗ тӑрать. Ун умне лампада ҫакнӑ. Ваттисен халапӗсемпе — вар-хырӑм шухӑшлать, вӗсенчен вӑл чун валли нӑхтасем явать, ӑна тытса пыма лайӑхрах пултӑр, тет. Пичӗ унӑн лӑпкӑччӗ, ӑна вилӗм умӗнхи асапсем те тискерлетсе хӑварман иккен. Ун пек каласан, амӑшӗ унӑн тепӗр урине салтма тытӑнчӗ. Каллех — касӑ хыҫҫӑн касӑ выртса юлать, ҫӗр ҫулсем хушши ҫил-ҫумӑрпа ҫийӗнсе, пирченсе выртнӑ тӑпра, плуг шӑрчӗпе тӗренӗ айӗнче касӑлса, ҫаврӑнса выртать, пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса пӑрахнӑ курӑксен хӑрса пӗтӗрӗнкелесе пӗтнӗ тымаррисем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ, касса вакласа тӗпретнӗ ҫиелти ҫеремлӗ тӑпра сийӗ хуп-хура касӑ йӑранӗсем айне пулса пытанать. — Лайӑх мар хыпар-и, атте? — тесе ыйтнӑ хӗрӗ, пит хӗрелсе кайса. Матроссенчен ыйтса, эпӗ Баринов хӑйне кичем пулнипе ман ҫинчен питех те тӗлӗнтермелле истори туса каласа панине пӗлтӗм; вӑл истори вӗҫӗнче эпир, Хохолпа иксӗмӗр, авалхи викингсем пек, мужиксен ушкӑнӗпе пуртӑсемпе каса-каса ҫапӑҫнӑ-имӗш. — Мӗнле, тӑванӑм, пӗрер минут ҫывӑрса илес мар-и? — ыйтрӗ мучи. Пурӑнма ҫӑмӑл тетӗн-им? Вунӑ ҫул! Килнӗ ҫын юман каска ҫине меллӗрех вырнаҫса ларчӗ, кулакан хӗрарӑм ҫине пӑхса, куҫне хӗсрӗ. Ҫаксене пурне те пӗр ҫӗр хушшинче татса памалла. Ирхине вара пуҫа сивӗ шывпа ҫӑвас та хӗрелнӗ куҫсемпе заводсен мӑрйисенчен тухакан тӗтӗме курас, шӑпӑр чӑштӑртатнине тата урамсене тасатакан хула ҫыннисем хуллен калаҫнине итлес, хула ҫыннисемпе мирлӗ темӑпа калаҫакан громкоговорителӗн инҫетри сассине илтес — вара каллех машина ҫине ларас та, каллех урамсем тӑрӑх пӗр сехет ҫитичченех ҫӳрес, ҫынсем хӑйсен хваттерӗсенчен урама тухса хӑюсӑррӑн кулма пуҫличченех тата ача-пӑча темӗне савӑнса алӑ ҫупма пуҫличченех ҫӳрес. Вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫырусем сайра ҫырчӗҫ, анчах та ку вӗсем пӗр-пӗрине кӑмӑллама пӑрахнинчен, пӗрне-пӗри манма пуҫланинчен килмен. Хӑй мӗн шыранине тупать ҫав ӗнтӗ. Ҫакӑ хӑйӗн инициалӗсем пулнине вӑл джентльмен хӑй те тунмасть пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. «Ку пит ансат ӗҫ, — тет. Пӗлӗтсем ту хысакӗ айӗпе явӑнаҫҫӗ, вӗсем тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленеҫҫӗ. Унта — ҫын хыҫӗнчен выҫлӑх мӗлке пекех шӑвӑнса пырать, ҫӑкӑрне тупма шанчӑк та ҫук, — пачах та ҫук! Хӑй пурнӑҫне вӑл хӑйӗн ашшӗн пӗтӗмпех парӑннӑ, чӗмсӗр тарҫи пулса пуҫланӑ, ашшӗ ӑна нимӗнле савӑнӑҫ та паман, кичем арӑм ҫеҫ тупса панӑ та унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине пысӑк, йывӑр ӗҫ тиенӗ. Тупӑсемпе те переҫҫӗ. Тепӗр чухне тата, кутӑна персе, лаша ҫинчен анатчӗ те выртатчӗ… Вара йытӑсем унӑн сассине илтме чарӑнсанах — ӗҫ пӗтсе ларатчӗ! «Турӑҫӑм, турӑҫӑм! — пӑшӑлтатать карчӑк: — ладон ҫакса ярӑттӑм та мӑйне, ҫактарас ҫук вӗт-ха вӑл!» Ун пек пултӑр тесен, ирӗклӗх памалла ҫынсене. Ну, апла пулсан, сывӑ пул, — терӗ те хӗр, пуҫне кӳренчӗклӗн тытса, малалла утрӗ. Тен, урӑхла юрамасть пулӗ? Сахалтан та пӗр вунӑ шухӑш пӗрне пӗри тӗрткелесе ман умма тухса тӑчӗ, вӗсенчен пӗри вара ниҫта юрӑхсӑр, ӑна эпӗ халӗ аса илме те вӑтанатӑп. Эпӗ ун ҫинчен малтан шухӑшламанччӗ. Вӑтам палуба — халӗ ӗнтӗ, пӑхса тухма май ҫитсен — пӗтӗмпех ванса пӗтнине асӑрхарӗҫ. Поляксене хирсе тӑкмаллах хатӗрленсе пынӑ. Украинӑна инҫетри Ҫурҫӗр Кавказран 1-мӗш утлӑ армин ҫапӑҫусенче пиҫнӗ дивизийӗсем вӑрҫӑ историйӗнче курман-илтмен хӑвӑртлӑхпа пынӑ. Кирлӗ мара! Ҫапла пӗррехинче, хамӑр енчен нимӗн сиен туманччӗ пулин те, вӑл пире пӗрре те иккӗ мар, пилӗк хӗвел кӑтартрӗ. — Сывӑ пултӑр король! — хирӗҫ каларӗ маркиз. — Пӗр ҫирӗм ҫул каярах пулсанччӗ вӑт — ун чухне, тӑванӑм, эпӗ куснасене илме килӗшнӗ пулӑттӑм. Эпӗ вӗсене санран вӑйпах туртса илнӗ пулӑттӑм, халӗ ан пӑшӑрхан, Федот Демидович! — Ҫынсем мӗншӗн ҫав тери начар пурӑннине ӑнланма… — терӗ Наташа. Тӑван ҫӗршыва эсӗ кирлӗ чухне… Пурнӑҫӑм мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ҫапла, кӗҫ-вӗҫ вилӗм ҫитессине кӗтсе, тата ӑна чӗреренех кӗтсе, тӑватӑ сехете яхӑн тытӑнса тӑтӑм. Хӑмӑр ӳтлӗ ҫын яштака та илемлӗ, тӗттӗмленсе кайнӑ йӗпе кӑвак йӗмне хӑвӑрӑлса кӗнӗ хырӑмӗ ҫинчен пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ, ҫирӗп аллисем аяк ҫумӗпе яшт тӳрӗ выртаҫҫӗ. Форт картишне ҫак хушӑра ҫӗре яхӑн дикарьсем — стариксемпе ҫитӗннӗ арҫынсем тата ҫамрӑксем пуҫтаранчӗҫ. Эпир ырӑ-сывах. Анчах вӑл темшӗн староста патне кайма килӗшмерӗ. Вӑл сӗлле эпӗ аран-аран вут ҫинче типӗтрӗм, алӑсемпе сӑтӑрса хывӑхне уйӑртӑм, кайран хывӑхне такана ҫинче авӑсса вӗҫтерсе ятӑм. — Телейсӗр чунсем… — пӑшӑлтатрӗ Гленарван. Кӑнтӑрлахи апата пысӑк мискӑпа купӑста яшки лартса панӑ. Яшки ҫинче ҫуллӑ ӗне аш татӑкӗсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ, пӑрӑҫ, лавр ҫулҫи ярса тултарнӑ унта, тата нольская зраза теекен апатпа пӗрле горчица лартса панӑ, пӗчӗкҫӗ аш куклисем илсе пынӑ, кусемпе пӗрле пӑсӑла пуҫланӑ ҫу хурса панӑ. — Тӑхта, кӑштах пӳлем-ха! Хулари лавккасене пӗтӗмпех пӗр урам хӗррипе лартса тухнӑ. Анчах, пӳлӗме тумланса таврӑннӑ хыҫҫӑн, куҫӗпе кулли ытти чипер ҫынсенни пекех сивлек курӑннисӗр пуҫне, вӑл тӗлӗнмелле хитре пулать. Пуҫтарнине кукамай кайса сутатчӗ, ҫавӑнпа вара тӑранса пурӑнаттӑмӑр. — Итлетӗп, Василиса Егоровна, — ответлерӗ урядник. Кантӑкран пӗр пылчӑклӑ переулок еннелле пӑхса тунсӑхласа ҫитнипе, эпӗ трактирти мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнтӑм. Эхер те хӑйӗн кравачӗ ҫинче ҫӗлен выртнине курсан, вӑл пушар тухнӑ пек ҫухӑрать. Итем патне ҫывӑха пыма та ҫук: ун тӑррине пӗтӗмӗшпех вут-ҫулӑм ярса илнӗ, капансенчен вӗри ҫапса тӑрать, ҫилӗ вӗсем тавра шурӑрах ҫӑра тӗтӗме мӑкӑрлантарса ҫавӑрать. Куҫа шартарса яракан ҫиҫӗм лапама пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗрне ҫитичченех ҫутатрӗ. — Унта унӑн ашшӗ пурӑннӑ пулнӑ. Тепӗр тесен, эпӗ ӑна пӗлетӗп. Халӗ вӑл сухалсӑр, хура ҫӳҫлӗ, тейӗпӗр, кӑштах тӑрсан пӑхатӑн та — сарӑ ҫӳҫлӗ пулать тӑрать, мӑйӑхӗ те вӑрӑм. Айртона ҫак пӗчӗкҫӗ утрав ятне каласа пачӗҫ, кунсӑр пуҫне вӑл ӑҫта вырнаҫнине те ӑнлантарса пачӗҫ. Эпӗ шанса тӑратӑп: эсир мана: «Ирӗклӗх! Пӗртанлӑх! Тӑванлӑх!..» тесе кӑшкӑрма хушас ҫук. Вӑл пурте турӑран килет. — Сыхлан, Говэн! — терӗ виҫҫӗмӗш хут Симурден. «Ой, ҫук, эсӗ мана йӑлӑхтарман, — терӗ хӗр, кулса илсе. Ӑсчахсенчен, пӗлӳпе хуҫаланакансенчен сахалӑшӗ ту тӑррине, ханкӑрсене тара-тара ҫӑлӑнаять. Тарҫисем нихӑш те килте пулман; кухарка упӑшки кӑна, праҫника пынӑскер пулнӑ. Ун куҫӗ умӗнчех каласа ӗненмелле мар улшӑну пулса иртрӗ. — Ҫапла, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл чылайччен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, — Инсаров ӑна юрӑхлӑ. — Чир улшӑнма иртерех-ха, — терӗ вӑл шлепкине тӑхӑннӑ чухне. Ытти пирачӗсем, ун ҫине пӑхса, ӑна темӗн пекех кӗвӗҫрӗҫ, питех те ырӑ туйӑнакан лайӑх мар япалана май килнӗ таран часрах вӗренсе ҫитес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн. Вӑл ӑҫта пурӑнни ҫинчен лайӑхрах тӗпчесе ыйтса пӗлнӗ. Ӑна чӗрӗ пуҫҫӑн тытма е виллине тытса илме хушса, пӗр рота салтак янӑ. Ҫимеллисем хушшинче килте пӗҫернӗ печени те пулнӑ. Оля тӑварпа горчицӑна та манса хӑварман, — вӗсене пӗчӗк кольд-крем банкисемпе илсе пынӑ та халь вӗсене скатерть хӗррине лартнӑ. Ҫӑлӑр! Шубин шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те, юридически ыйтусем пирки хӑй нимӗн те ӑнланмасть пулсан та, Курнатовскипе хаяррӑн тавлашма тытӑнчӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ хӑй ӑшӗнче калама ҫук нумай шыв, вут-хӗм, ҫу пытарса усрать. Ҫав вырӑнсене чавӑр та эсир хӑвӑр фонтанӑрсем валли — шыв, лампӑсем валли — ҫу, вучахсем валли — вут-хӗм тупса кӑларӑр. Комендантне те, пур офицерӗсене те ҫакса вӗлернӗ. Пӗтӗм салтакӗсене пурне те тыткӑна илнӗ. Судьясен сӑнӗсене тинкерсе пӑхса, малашне мӗн пулассине пӗлме тӑрӑшса, вӑл хӑйӗн кӑкринче ҫӗнӗ шанчӑк ӳснине туйса ларчӗ. — Ну, Сидора чӗнсе кӗрт эппин, — терӗ вӑл юлашкинчен. Манӑн ҫынсене ӗҫлеме вӗрентмелле, эпӗ вӗрентетӗпех, факт! Сулахаялла, сулахаялла! Темиҫе минут ҫитсенех тупӑран пенӗ сасӑ илтӗнчӗ, ҫав минутрах «Дункан» пӑрӑнса ҫыран хӗрринелле килме пуҫларӗ. — Санпа пӗрле кам вӑл? Сана эпӗ, ҫӗлене, пӗррех тӑрӑнтарса ярӑп та акӑ, мӗнпур шуйттансен ӑшчикки пӑтранса тухӗ!» — теттӗм. Пурнӑҫӗ те ҫавӑн пекрех халь, ним тӗшне те тӑмасть, ҫапах та, пӗр хӑнӑхнӑскер, пурӑнасах килет, ытла тӑруках ҫӗр айне кӗрсе выртас килмест. — Ялти пуху хыҫҫӑн вӑл мужиксемпе урама тухса ларать те вӗсене: «Ҫынсем — кӗтӳ, вӗсем валли кирек хӑҫан та кӗтӳҫӗ кирлӗ, — ҫапла!» — тет. Стенасем ҫине вӑрӑм чӑпӑклӑ та янтар чӑпӑклӑ чӗлӗмсем ҫакса янӑ, пуҫӗсене вӗсенне ылтӑнпа сӑрланӑ; вӗсемпе халь тинех усӑ курмаҫҫӗ, илем вырӑнне кӑна тытаҫҫӗ. — Сана тата, шуйттана, курман пулӗ, — терӗ Любим, унтан ҫилленнипе ракне шыв хӗрнелле ывӑтрӗ. — Мана каҫчен ан кӗтӗр, анне, — асӑрхаттарчӗ Разметнов. Ҫынсене вӗлере-вӗлере чӳклеҫҫӗ. Пурте тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ ӗнтӗ, тахҫанах ҫур ҫӗр иртнӗ, часах тӑма та вӑхӑт, эпӗ пур, кӳмере ҫаплах куҫа хупмастӑп-ха, пӗр-пӗр ҫерҫи тӑмани тейӗн. Ҫак ӗҫ ҫинчен, йывӑр условире тунӑ тӗлӗнмелле чаплӑ операци ҫинчен, пирӗн вӗҫев ҫинчен «Известире» те хыпар пулчӗ. — Ах, ун пек ан тӑвӑрах! Юлашкинчен чӑтаймарӗ вара Тарас: «тем пулсан та кайса пӗлетӗп: чӗрӗ-и вӑл, тупӑкра-и е тупӑкӗнче те ҫук-и ӗнтӗ? Латынь йӗркине нимӗн те чухламанскер, вӑл эмелпе-мӗнпе аппаланмасть, унӑн пӗтӗм аптеки те пӗр ҫӳлӗкрен ытла мар. — Машинӑсем пирки, Никита, эсӗ пустуй калаҫрӑн, — терӗ вӑл, картиш варринче чарӑнса тӑрса. Ҫакӑн пек сӑмаха никам та кӗтсе тӑманнипе, залра ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Пилӗк ҫула яхӑн судланнӑ хыҫҫӑн вилӗм патнех пырса тухрӗҫ… Бандитсем кайнӑ пулмалла. Ӑна туратсен айӗсенче нимне пӗлмесӗр парӑлтатса ҫӳрекен кайӑксенчен те пӗлме пулать: ҫынсем инҫе те мар пытанса тӑраҫҫӗ пулсан, кайӑксем урӑхла хӑтланӗччӗҫ. Хӑнасене курсан, вӑл кӗҫналӑк еннелле чупрӗ те ҫинҫе сасӑпа вӗрсе ячӗ (хӗрлӗ йытӑсем пурте ҫинҫе сасӑпа вӗреҫҫӗ). Унӑн кӑкринчен сывлӑш кӗскен те йывӑррӑн хӑрӑлтатса тухать, пичӗ вӗтӗ тар пӗрчисемпе витӗннӗ, хӑйне итлемен йывӑр аллине вӑраххӑн ҫӗклесе, вӑл ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе шӑлчӗ. — Кунтан инҫе-и вӑл? Вӗсене хирӗҫ урам тӗттӗмлӗхӗнчен вутлӑ шар вирхӗнчӗ, унтан иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ… Кӑна, чӑнах та ӗнтӗ, хушарах каларӗ пуль, анчах эп вӗсем ҫине пӑхкаларӑм ҫав. Охо-хо-хо-хо!.. Анчах ҫав каналсем пур чухне те паллӑ мар — вӗсем ерипен, ҫурҫӗрти юр ирӗлнӗ вӑхӑтра кӑна куҫ тӗлне пулаҫҫӗ, тенӗ. Эсир атеиста ҫеҫ, сирӗн ҫепӗҫ сӑмахӑрсенчен кулакан ҫынна ҫеҫ вӗлеретӗр вӗт, ку вара ытла пысӑках айӑплӑ ӗҫ мар ӗнтӗ. Эпӗ ҫавӑн пек пысӑк мар лаптӑкра ҫавӑн чухлӗ пылчӑк пулнине ку таринччен нихҫан та курманччӗ, уйри тата вӑрманти тасалӑха хӑнӑхнӑ хыҫҫӑн хулан ҫак кӗтесӗ мана кичемлентерсе яратчӗ. Кунти вырӑнсемпе паллашрӗҫ, нимӗҫ позицийӗсем патне пырса кӗмелли ҫула палӑртса хучӗҫ. Тен, кайран, хӑҫан та пулин, эпӗ каллех ҫакӑнта кӑтартнӑ ачасен историне ҫырма тытӑнӑп, ун чухне вара вӗсенчен мӗнле арҫынсемпе хӗрарӑмсем пулнине пӑхӑп. Мана тав тӑвакан ман кӑмӑла ҫеҫ пӑсать. Вӑл шурӑ кипкепе чӗркенӗ темле япала илсе кӗчӗ те, ӑна Мересьев койки патне урайне хурса, ҫыхнӑ тӗвӗсене асӑрханса, фокусник пек мехеллӗн салтма тытӑнчӗ. Пысӑк хула ӑна хӑйӗн хӑвачӗпе, чӗрӗ пурӑнӑҫӗпе, урамсенче вӗҫӗмсӗр ҫын хӗвӗшнипе, трамвайсем кӗмсӗртетнипе, автомобильсем кӑшкӑрнипе хӑй еннелле туртать. Малтанхи вӑхӑтра эпир пӗр пӗринпе тӗл пулма та хӑраттӑмӑр: пирӗн хушӑмӑра ҫав хӑрушӑ ӗҫе аса илни тухса тӑратчӗ. Индеецӗн карабинӗ хӑйӑр кӗрчӗсенчи сасса виҫӗ хутчен хускатса илчӗ. — Анчах мӗнле — акӑ мӗн шухӑшлаттарать». — Мӗнех вара ку мана, теорие хирӗҫ пырать пулсан та? — тет вӑл хирӗҫ тавӑрса. Ирхи апат тунӑ тата калаҫнӑ вӑхӑтра тул ҫутӑлса ҫитрӗ. Юланутҫине ҫухатса вӑл ҫак пушӑ хирте аташса кайнӑ. Ӑҫтан пӗлен, тен ӑна бандитсем ҫаклатнӑ пуль? Оленина хӗр ӑна хальхи минутра ҫеҫ юратнӑ пек вӗсемпе иккӗшӗн малашлӑх ҫук тесе шутланӑ пек туйӑнчӗ. Ара Мишка шыва анса кайрӗ-ҫке. Вилӗм кӳрекен заряд ӳт ӑшне кӗрсе ларнӑ. Эсӗ, Петербургра пурӑнса, ун ҫинчен патша аттемӗре те пӗлтерме пултарӑттӑнччӗ, вӑл пире пусмӑрлама памӗччӗ. «Св. Мария» экспедицийӗ мӗншӗн кирлӗ иккенне вӑл питӗ аван ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ мана, халӗ, Арктикӑпа пурте калама ҫук интересленнӗ вӑхӑтра, ку питӗ кирлӗ ыйту, терӗ. — Мӗнле сӑмаха? — ыйтрӗ Зиночка, сӑрланӑ куҫ харшисене пӗкӗ пек ҫӳлелле ҫӗклесе. Лашине чарнӑ та шухӑшлама, аса илме тытӑннӑ, хӑйӗн сылтӑмарах тытмалла пулнине тавҫӑрса илнӗ. Пилӗк ҫул… Унтан вӑл «пуян кил-ҫурт» тата такама «ӗненсе пурӑнни, анчах ӑна вӑл улталани» ҫинчен каласа пачӗ… Ӑна улталанӑ, анчах вӑл ҫав ултава пӗлнӗ… Джемма чарӑнчӗ те пуҫне аллипе тытрӗ. Эпӗ тарӑхса кайрӑм. «Ах! — Мӗнех-ха вара, ку питӗ йӗркеллӗ пулать, — тӳрех унпа килӗшрӗ Петер Альтман. — Ҫапла-и? Часах акӑ ҫамрӑксене пурне те тӗрмене хупаҫҫӗ те, вара пире, ватӑсене, пурӑнма питӗ ирӗклӗ пулать. «Мӗнле килӗшсе кайман япала? — шутларӗ вӑл. Павел те кулса илчӗ, хохол вара:— Чейшӗн тавтапуҫ сире, ненько! — терӗ. Малтанхи кунсем асаплӑ пулчӗҫ, анчах сунара тата пулӑ тытма ҫӳреме тытӑнсан, пирӗн апат-ҫимӗҫ ытлашши те юлма пуҫларӗ. Ешӗл ҫарансем ҫинче темӗн чухлӗ качака ӗрчет, ҫыран хӗррисенче тинӗсре пурӑнакан чӗрчунсене тытатпӑр. — Куншӑн урӑх ан пӑшӑрханӑр ӗнтӗ, — тесе шантарсах каланӑ Зеб. Ҫав самантрах кӗпӗрленсе тӑракан халӑх ушкӑнӗ сасартӑк чӑл-парах саланса кайрӗ, ҫынсем пӗрерӗн-пӗрерӗн унталла та кунталла сирпӗнчӗҫ, теприсем Макара хирӗҫ вӗҫтерчӗҫ… — Милици!!! — кӑшкӑрса ячӗ калама ҫук хытӑ сехӗрленсе ӳкнӗ Настенка Донецкова. Амӑшӗ тротуарпа утрӗ, халӑх таччӑн ҫавӑрса илнӗ тупӑк ӑна курӑнмарӗ, — халӑхӗ сисмесӗрех йышлӑланса пычӗ, пӗтӗм урам сарлакӑшпех тулчӗ. Суккӑр пекех, хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, сасартӑк ҫын енне кутӑн ҫаврӑнса, малалла кусса кайрӗ, форштевене хуҫса пӑрахрӗ, карапӑн сӑмсинчи стенана кӑштах шӑтармарӗ. Каҫхине ӑна Лукашка вилес патнех ҫитни ҫинчен, анчах та ҫырма леш енчи пӗр тутар ӑна курӑксемпе эмеллеме пулни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Юрат! Унтан каллех пӑтранчӑк инҫет ҫинелле пӑхса тарӑннӑн сывласа илет. Экран хулари тӗрӗслевӗн мӗн пур тӗкӗрӗпе пӗр чарӑнми ҫыхӑнса тӑрать. Акӑ хӑҫан «Barbari!» тесе каллех кӑшкӑрма тиветчӗ сана). Вӑл ним чӗнмесӗр юнне ҫаннипе шӑлкалать, ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ шурӑ пурӑ тусанӗ тӑкӑнать. Ун хыҫӗнчен Корчагин тухрӗ те: — Эсир, парти членӗсем пулатӑркач, ҫав фашиста епле алӑ ҫупса йышӑнма пултаратӑр? — терӗ. — Яра пар каялла, таси паха! — кӑшкӑрса ӑсатрӗ ӑна пӗр санатори халачӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑк каччӑ. Халӑх ахӑлтатса кулса ячӗ. Стумп Пойндекстер отрячӗсенчен аяккалла пӑрӑнма тӑрӑшнӑ тата Аламо хӗррине вӗсенчен малтан ҫитме васканӑ. Веткинӗ черкке хыҫҫӑн черкке хаплаттарчӗ, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ:— Пӗри начар, Ромашов, ӗҫме пӗлейместӗр эсир, — текелерӗ йӗрӗнӗҫлӗ хӗрхенӳпе. — Ӑҫтан пӗлен! Мӗнле пек туйӑнать вӑл сана? Слобода ҫывӑратчӗ, инҫетрен паровозсем кӑшкӑрашнисем, чутун кускӑчсем кӗмсӗртетнисем, буферсем чанкӑртатнисем илтӗнсе килеҫҫӗ. Анчах та, кунта чугун ҫул районӗн тӗрлӗ кӗтессисенчен килнӗ ҫынсем, тревога пуҫланине кура, шкулра ҫывӑрма пултараймассине пӗлеҫҫӗ. Шурса кайнӑ Ванюшка калама чарӑнчӗ, хӑйне итлесе ларакансем ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ: хӗрсен куҫӗсенчен куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса аннӑ. — Эсӗ ан кутӑнлаш, ырӑ ҫыннӑм, ҫапла калатӑп сана. Ҫавӑнпа икӗ палати те Европӑра чи чаплӑ пуху пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсемпе короле пӗтӗм закон кӑларас ӗҫе панӑ. — Тӑхта-ха, эпӗ сана астутарӑп-ха кӑна? — пӳрнипе юнаса, татах хушрӗ вӑл. Ахӑртнех, вӗсемпе сквайр хушшинче чи ҫывӑх та пӗлӗшлӗ ҫыхӑнусем пулнӑ пулас. Юсанма шутланҫи тӑватӑп хам, анчах чи пысӑк ҫылӑхӗшӗн ӳкӗнместӗп. Шур кӗпе тӑхӑннӑ ҫын сӑмаварне илсе кайрӗ те кӗтесри турӑш умӗнче лампадка ҫутрӗ. Эпир ун чухне кулаксене пӗтересси ҫинчен мар, вӗсене пӳлесси ҫинчен калаҫнӑ. Кӑҫал ҫакӑнти ял-йышран виҫҫӗмӗш пайӗ выҫӑпа вилнӗ, кашни ҫемьене пӗрер е икшер вилле пытарма лекнӗ. Ҫакӑнтан шутласан, хӑйсен юлашки ҫимеллине пырса паракан ҫынсем мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ пулнине Алексей чылай каярахпа тин шухӑшласа илчӗ. Кондрат Майданников пухуран таврӑнать. Ниҫта та пӗр сас-чӗвӗ ҫук, ҫав тери шӑп, пӗтӗм тӗнче ҫывӑрса кайнӑ тейӗн, хутран-ситрен ҫеҫ шапа кваклатса илет. «Бритва пекех!» — мӑкӑртатать вӑл кӑмӑллӑн. Анчах вӑл пымарӗ, вара эпӗ ҫулталӑк е икӗ ҫул иртсен ҫеҫ мухтанни вӑл «вӗҫкӗнленни» кӑна мар иккенне пӗлсе ҫитрӗм. — Уэлдон миссисшӑн, пирӗншӗн пуриншӗн те шӑп тӑр! Ромашова та темле пӗлсе пӗтермелле мар ҫемҫешке шеллӗхпе кӑшт истерикӑллӑрах йӑшу ҫавӑрса илчӗ. Ку туйӑмсем иккӗшне те — Назанские те, ӑна хӑйне те — пӗрешкелех тивӗҫрӗҫ. Унӑн питҫӑмарти вут пек хӗрелсе тӑрать, куҫӗ савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатать, амӑшне вӑл пӗтӗмпех темле хаваслӑ шанчӑкпа тулнӑ пек туйӑнчӗ. — Вӑл мана . Ӗнесене вилӗм, — терӗ. — Вуланӑ. Панков пычӗ; вӑл шухӑша кайнӑ сӑнлӑ тата ытти чухнехи пек мар йӑваш. Сана эпир списоксенчен кӑларса пӑрахнӑ карточкуна эпӗ Цекана хамах ярсаччӗ. — Ҫитес эрнере эпӗ хам та кайса килме пултаратӑп. — Анчах мӗскер-ха апла вӑл? — хумханса тепӗр хут ыйтрӗ Морис. Ивинсене эпӗ тарҫӑсен пӳлӗмӗнчех тӗл пултӑм, вӗсене сывлӑх сунтӑм та кукамай патне ҫил пек хӑвӑрт ыткӑнтӑм; кукамая эпӗ Ивинсем килни ҫинчен ҫак хыпар ӑна пур енчен те телейлӗ тӑвас пек сасӑпа пӗлтертӗм. Вӑл питӗ капӑр тумланать, рояль умне ларать те юрлать. Суд процесӗ пӗтиччен Луиза Пойндекстер кунтан пӑрахса каяс ҫук. Джоннипе ҫумлӑ тӑракан ача пӗрмаях йӗрмешнӗ, пӗрмаях сӑмсипе нӑшӑклаттарнӑ. Вӗсем хӗвел ӑшшипе ҫӗрекен юшкӑнпа лачакаран пулнӑ-ши е тинӗс кӑпӑкӗпе лӗкӗрӗнчен ҫуралнӑ-ши, — ҫака вара ку таранчченех паллӑ мар. Анчах мӗншӗн-ха унра ҫавӑн пек курайманлӑх? Тутисем чӗтреҫҫӗ, куҫӗсем сиввӗн пӑхаҫҫӗ. Алӑк уҫӑлчӗ, камерӑна хунарӑн вӑйсӑр ҫутти ӳкрӗ, вӑл ҫутӑ Артура йӑмӑхтаракан ҫутӑ пек туйӑнать. Аслӑ надзиратель пӗр татӑк ҫӑкӑр тата кружкӑпа шыв илсе пычӗ. Том Сойер шӑтӑка ыттисем пекех пӗлнӗ; вӗсенчен начартарах та мар, лайӑхрах та мар. Павел тӑрӑшса ӗҫленӗ, анчах вӑхӑтӑн-вӑхӑта кӑна ҫапла пулнӑ. Юлашкинчен Анна Васильевна Инсаровпа курнӑҫма килӗшрӗ. Анчах пирӗн тӗп-тӗрӗсех пӗлтернисем ҫук. Мӗн тума хатӗрленнине пӗлсен, эпир сыхланма пултарнӑ пулӑттӑмӑр. Шӑтӑк тулти шыв шайӗнчен аяларах пулчӗ пулсан, шала шыв кӗме тытӑнать, вара ку шӑтӑка часрах питӗрсе лартмалла пулать, унсӑрӑн шыв шӑтӑк таранах хӑпарать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл ҫак ыйтӑва хирӗҫ кӑмӑллах мар сасӑпа ответлерӗ: — Эпӗ каларӑм… Ку — ҫапӑҫу-ши вара?.. Ҫак ӑнланма ҫук ӗҫсене пула Гленарван хыпса ӳкрӗ. — Манӑн арӑма астӑватӑн-и тен? Ун йӗри-тавра иккӗмӗш арӑмӗсем, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем мӑшӑрне тата хуҫине леш тӗнчене ҫитиех ӑсатмалла. Ҫук-и? Базаров сехетрен сехете йывӑрлансах пычӗ. Мӗнлескер вӑл ҫав тискер чӗрчун? Ӑтӑр е хӑнтӑр вӑл? Мӗншӗн эсӗ ӑна кӗл тӑватӑн? Макҫӑм пичче ача пичӗ ҫине тимлӗн сӑнаса пӑхать, анчах унӑн ӑнланма ҫук пӑшӑрханӑвне ниепле те тупса калаймасть. Маншӑн вара ку эс каллех манран ҫӳлте тӑнине те вӑйлӑраххине кӑтартса пачӗ. Акӑ мӗнлерех калаҫрӗ вӑл — пуҫламӑшне астумастӑп, ҫуррине каласа пӗтернӗччӗ ӗнтӗ вӑл: — …вӗсем вилнӗ ҫыннӑн ҫывӑх тусӗсем-ҫке. Ҫавӑнпа та эпир ӑна, чее пулнӑшӑн, Партизанка, тесе ят хутӑмӑр. Алӑкран сылтӑмра, чалӑшса кайнӑ сӗтел ҫинче икӗ йӗс сӑмавар ларать, сӑмаварӗсем ҫинче симӗсрех тутӑх паллисем курӑнкалаҫҫӗ, унтах тата, тӗрлӗрен хутсем ҫинче, сахӑр выртать. Давыдов ыйтӑвӗпе хавхаланнӑ Ҫӑрттан, чавсисемпе хытӑ тӗккелесе, ҫул ҫинче кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсене тӗрте-тӗрте, пӗтӗм вӑйран президиум сӗтелӗ патнелле васкарӗ. Эпӗ вулама та, вӗренме те тытӑнтӑм, вӗренесси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ; ӗнтӗ чап та, телей те вӗсенчен килмест иккен, терӗм эпӗ, мӗншӗн тесен чи телейлӗ ҫынсемех тӑмсай ҫынсем пек курӑнчӗҫ, чаплӑ пулас-ха тени вара — ӑнсӑртран ӑнӑҫни кӑна, ӑна тупас тесен, вичкӗн ҫеҫ пулмалла. Анчах халь тин ҫеҫ, хӑйӗн тӑван Ольховкинче мӗн пулнине курсассӑн ҫеҫ, инкек мӗн тери йывӑррине пӗтӗмӗшпех туйса илчӗ вӑл: ак ҫакӑнтан, Ольховкӑри ҫӳлӗ сӑрт ҫинчен вӑл сасартӑк — пӗр самантлӑха — тӑван ҫӗршывӑн пӗтӗм аслӑ талккӑшне курнӑ пӗк пулчӗ. Камерон генерал виҫӗ пинлӗ отрядӑн командирӗ пулнӑ. Спрент капитана вӗлернӗ хыҫҫӑн акӑлчансем туземецсене нимӗнле каҫару та паман. Хаяр та вӑйлӑ ҫапӑҫусем пулнӑ. Хутора кайса килнӗ юланутлӑ ҫын та, малти лав патӗнче ҫара пуҫӑн тӑраканскер, чӗлпӗрне лӑнчӑ янӑ та пач шарламасть, ахӑртнех, хӑйшӗн кун ҫапла ӑнӑҫсӑр пуҫланнине унӑн ниепле те ӗненес килмест пулӗ. Ҫак вӑхӑтра тимӗрҫе пушмак илсе килсе пачӗҫ. Пӗр виҫ-тӑватӑ секунда хушшинче мононгахельски виски юлашкине ҫавӑнти ҫынсем хушшинче валеҫсе пӗтерчӗҫ. — Мӗн куратӑп эпӗ? Пур ҫӗрте те лаша ури сасси, тӗрӗслес тесе пӑшалсенчен пени, хӗҫ таврашӗсем чанклатни, вӑкӑрсем мӗкӗрни, ҫавӑракан урапасем чӗриклетни, калаҫни, кӑшкӑрни, выльӑх хӑвалани илтӗнсе тӑрать, часах козаксен таборӗ пӗтӗм хир тӑрӑх таҫта ҫитиех чӑсӑлса кайрӗ. — Сӗнӗве йышӑнманнипе ан кӳрентерӗр мсьё Ситникова, — терӗ Анна Сергеевна. Тӑхта-ха, эпӗ сана кӑтартам… — терӗ. Судьяпа присяжнӑйсем тавра ула халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ. Ҫавӑн чухнехи пӗр тамаша ман аса ҫивӗччӗн кӗрсе юлчӗ те, ҫавна пула вара эпӗ харпӑрлӑха хирӗҫ хытӑ тӑра пуҫларӑм. Хӗҫпӑшала тупма ҫӑмӑл, вӑл хӑйӑрлӑ сӑрт ҫинче, ҫурҫӗр енче мысӑн С. еннелле, В. еннелле, С. еннелле чӗрӗк румбӑ чухлӗ пӑрӑнса каймалла. Д.Ф. Пурте. Ҫакнашкал ҫырнисем мана вуҫех ӑнланмалла мар пек туйӑнчӗҫ. Анчах, ҫав тери кӗске пулин те, ку ҫырусем сквайрпа доктор Ливсине хаваслантарса ячӗҫ. Анна Васильевна пире кӗтет пулас ӗнтӗ. Час-часах хӗнеҫҫӗ-и? — Кала-ха, мӗн пулчӗ сана? — ыйтрӗ аптраса ӳкнӗ Огнянов. Тепӗр куннех Яков вар-хырӑмӗпе пуҫӗ ыратни ҫине ӳпкелеме пуҫларӗ, ку чӑннипех ӗненмелле пулчӗ; юлашки уйӑхсенче вӑл пит начарланчӗ, сӳрӗкленсе, шухӑшӗсене пӗр ҫӗрелле пуҫтарайми пулса кайрӗ, унӑн ҫутӑ куҫӗсем те тӗксӗмленчӗҫ. Чӑнах, кала, вӑл сана итлет. «Федя пӗлет». Здравствуй, Козолуп! Хӑйӗн повеҫне Гофман ун пекех пӗтермен пулӗ; анчах Джемма ӑна шӑп ҫакӑн пек астуса юлнӑ. Пуринчен малта, ручной пулемётне малалла тӑсса, ҫапҫамрӑк красноармеец пырать. Ӑҫталла ертсе пырӗ вӑл ӑна? — Чунӑмҫӑм, ман чӗлӗме илсе кил-ха… Эпӗ сире пурин ҫинчен те каласа пама пулнӑччӗ, ҫав панӑ сӑмаха пурнӑҫа кӗртес тесен, ӑна халӗ ҫеҫ тӑвас пулать. Хӑй вӑл ухмах казак мар, анчах анкӑ-минкӗрех пекскер е, ачашраххӑн каласан, тӑмсайрах темелле-ши ӗнтӗ, е кӗтес кукринчен михӗпе ҫапса тӑрӑнтарнӑ майлӑскер. — Анчах хушамачӗ унӑн итальянла. Пусма айӗнче тӗттӗм, Прохошка ӑна курма пултараймасть. Пилӗк ҫултан пуҫласах мана Савельич стремянной аллине панӑ пулнӑ, хӑйне чипер, урӑ тыткаланӑшӑн, ӑна мана пӑхса пурӑнаканӗ тунӑ. — Турӑ ҫынни Алексей те ҫавӑн пекех, — хуллен аса илтерчӗ Никита. Румыние, Румыние — хапӑл туса йышӑнакан ирӗклӗх ҫӗршывне! Унта вӑл Болгарин ҫутӑ кунӗшӗн каллех ӗҫ хускатса яма пултарать… Анчах вӑл Тубянскине ҫитме те ӗлкӗреймен, ун лаши тӗнчене тӗлӗнтере пуҫланӑ… Чӑннипе илсен, Грассини Джеммӑна юратман, хӑйӗн ӑшӗнче унтан хӑранӑ та, анчах ҫав хӗрарӑмсӑр унӑн хӑна пӳлӗмӗ сахал интереслӗ пулассине вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Акӑ вӑл чӑмрӗ те ҫӗр ҫумӗнченех вӗҫет — пӗр ҫунатти аялалла, тепри — ҫӳлелле. Халӑх хумханма пикенчӗ. Лашасем пурте сывах пуль? Ҫавӑ ӑна вӑратса янӑ. Часрах! Май килнӗ вӑхӑтпа усӑ курӑр… Тавтапуҫ, Гальмало. — Ҫук, тӑванӑм, пӗлетӗн-и эп мӗншӗн кайнине? Полицейски шухӑшлакаларӗ те пӑртак ҫепӗҫрех ыйтрӗ: — Мӗнле-ха апла эсир, кунта вилӗ ҫын, а эсир ӳсӗр? Давыдов кӗсйинчен васкасах тирпейсӗр тӗркелесе чикнӗ укҫа пачки туртса кӑларчӗ, имене-именех, ӑна сӗтел ҫине сарнӑ хӑршӑлнӑ ҫитти айне чикрӗ, мелсӗр йӑл кулса, мӑкӑртатса илчӗ: — Ку манӑн рабочире чухне пухни. Союзниксен 1855 ҫулхи ҫӑвине кайса курма юрать пек туйӑнать мана. Эсир епле шутлатӑр? Штабс-капитан Краут сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ, хитре те ҫивчӗ офицер, уссийӗсем хӗрлӗ, пысӑк ун, бакенбардӑсем пур; вырӑсла вӑл питӗ лайӑх калаҫать, анчах та вырӑс ҫынни вӑл калаҫнӑ пек калаҫас пулсан, ытлашшипех тӗрӗс те илемлӗ калаҫнӑ пулӗччӗ. Позднышев, питӗ пӑлханса кайнӑскер, урӑхла майлашса ларчӗ, хӑйӗн темле йышши сассипе хӑйӑлтаткаласа илчӗ. — Ҫак ҫын умӗнче хам мӗнле улшӑнса кайнинчен тӗлӗнмелле-ха, — каллех калама пуҫларӗ вӑл. Хӑй, лӑпкӑрах пулас тесе, ахӑртнех, питӗ тӑрӑшрӗ пулас. — Ҫакӑн хыҫҫӑн иккӗмӗш кун-и е виҫҫӗмӗш кун выставкӑран киле килтӗм те малти пӳлӗме кӗтӗм. Тепӗр енчен, утрав ҫинчи чаплӑ вырӑнсемпе ҫурт-йӗрсене курса паллашнӑ хыҫҫӑн, ҫыннисем питех те йӑлӑхтарса ҫитернипе, утрав ҫинчен часрах тухса каяс килчӗ. — Мана калама та аван мар та, — ӳсӗркелесе тата ҫӗре тӑрӑнтарнӑ хӗҫ ҫине чалӑшшӑн пӑхса, сӑмахне пуҫларӗ джентльмен, — анчах сирӗн ҫав ача ӗнер ир пирӗн ҫурта ҫаратма хӑтланса пӑхрӗ. Нумай-нумай алӑсем атта тыта-тыта илсе тата хыҫалалла ывӑтаҫҫӗ, унта-кунта ырӑ мар кулкалани кӗрлесе иртрӗ. Гаррис вилӗмӗ, Муани-Лунга патша ҫунса кайни, ӑна чаплӑн пытарни, унта ыттисемпе пӗрле Дика та чӳк парни туни — ҫак хыпарсем ун хӑлхине пач та кӗмерӗҫ.. — Ах, ку эсӗ иккен, Симурден гражданин, — терӗ Марат, сывлӑх сунса. Ура тӗрӗс мар сыпӑнать, тесе кӑтартрӗ рентген, халӗ ӗнтӗ гипса сӳсе, тата темле шӑмӑсене хуҫмалла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен сипленме тытӑнмалла — ку пӗрремӗшӗ. Ҫуралнӑранпах эпӗ Джима пӗлетӗп, Том та ӑна пӗлет. — Озириса, Атуму турра, аслӑ Ун-Нофер-Онуфрие, Он турра хӳхлесе йӗрӗпӗр! — евитленӗ вӑл кӑштах шӑпланса тӑнӑ хыҫҫӑн. Кам уншӑн тӑрӑшса ҫӳрерӗ? Ҫакӑ — иҫӗм ҫырли пуҫтарнӑ тапхӑрта, кӗркунне. Вӑл тата кӑштах ларкаларӗ те тухса кайрӗ. «Ну, — шухӑшласа илтӗм эпӗ, — вӑл пачах ҫынсем каланӑ пек хаяр мар». Стайка енчен енне мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ. — Ан чӑркаш! Анчах ку нумая пымарӗ, часах вӗсем пӗр-пӗринпе шӑкӑл-шӑкӑл калаҫма тытӑнчӗҫ. — Е эпӗ шеллеместӗп-и ӑна? Олеҫҫӑпа мӑшӑрланас шухӑш час та час килсе кӗре пуҫларӗ ман пуҫа. Пӗтем Гостиный двор, унӑн пӗтӗм халӑхӗ, купецсемпе приказчиксем темле тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑнатчӗҫ, унта ача вӑййилле айвантарах, анчах яланах усал вӑйӑсем туллиехчӗ. Ку йӗркесене Дик Сэнд малтанах лайӑх пӗлнӗ, хӑй тинӗсре чухне вӗсем тӗрӗс иккенне курнӑ, ҫавӑнпа халӗ ҫанталӑк улшӑнӑвне хатӗрленсе кӗтсе илме пултарать. — Витаминычӑн ывӑлӗ Лена патӗнче вӗт, — терӗ вӑл, тутипе чаплаттарса. Икӗ американец чӑнах та апат ҫиес вырӑнне замока курса ҫӳреме кӑмӑл турӗҫ, герцогпа пӗрле вӗсем пӳлӗмрен пӳлӗме кӗрсе ҫӳреме тытӑнчӗҫ. — Вӑл фабрика картишне кӗнӗ вӑхӑтра завод тепӗр хут та кӑшкӑртса ячӗ. Ӑс парас тенӗччӗ те пӗрре, анчах шӑлаварпа жилет тӑхӑниччен тарса пӗтрӗҫ. — Чим-ха, сержант! Кашниех темле хӑрушӑ инкек килнине чухланӑ. Эпӗ килӗшетӗп. Артём чейникрен шыв ӗҫме пикенчӗ. Эсир ыйтсан, тарҫӑсем ӑна йӑлтах, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиех, каласа парӗҫ, анчах шӑппӑн ҫеҫ калӗҫ. Вӑл — ҫак килте асӑнма хушман тема: ӑна аса илсен гасиенда хуҫисем хурланаҫҫӗ. Эсӗ, старик, пухӑва ан пӑс, Давыдова калама пар, пуху хыҫҫӑн ман пата кайӑпӑр та, унта тул ҫутӑличченех калаҫӑпӑр. Чирлӗ эпӗ, шӑм-шакӑм сурать… Паян ак ӗҫ хыҫҫӑн халран кайса ӳкрӗм. Ҫавӑн пек ҫӳле ҫӗкленсе хӑйне хӑй тӗплӗн ӑнланса ҫитсен ҫеҫ этем тени туррӑн чӑн тӳрӗлӗхне хаклама пултарать. Володьӑпа Дубков мӗн тунӑ Дмитрий ман пӳлӗме кӗрсе тӑрсанах, унӑн пичӗ, утти тӑрӑх тата ҫиленнӗ чух яланах куҫне хӗссе, питне-куҫне илемсӗрлетсе, галстукне тӳрлетесшӗн пулнӑн пуҫне айккинелле пӑркаланинчен эпӗ вӑл сивлек те кутӑн кӑмӑллӑ пулнине ӑнлантӑм; вӑл хӑйне хӑй кӑмӑлсӑрланнӑ вӑхӑтра яланах ҫакнашкал пулать, ҫакӑ мана унран палӑрмаллах пистерет. — Любишкин кутӑн утма пуҫланӑ иккен! Сасартӑк инҫетре пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ. Тӗттӗмленсе килнӗ хыҫҫӑн каҫ пулса ҫитрӗ; кӑнтӑр ҫути майӗпен тасалчӗ, пӗлӗтре чӑлтӑркка ҫутӑсем сапаланчӗҫ. Уҫса вуланӑ телеграммӑсемпе ҫырусем темӗн чухлех купаланса выртаҫҫӗ хӗрарӑм умӗнче: тӑванӗсемпе тусӗсенчен те, палланӑ ҫынсемпе палламаннисенчен те килнӗ вӗсем. — Ак ҫакӑнтан, эпир тӑна ҫӗртен, Гек, эпӗ тухса килнӗ шӑтӑк анине эсӗ нимӗн карӑнмасӑрах вӑлта хуллипе тӗртме пултаратӑн. Вӑл ҫавӑн пек туман пулсан, лаша ҫурӑм ҫине выртса, хӑй ҫине утланнӑ ҫынна лапчӑтса пӑрахма пултаратчӗ. Вӑл аллине крахмалласа хытарнӑ манишка тытнӑ. Ку япалана Карл Иваныч валли илсе килтӗм, ӑна кирлӗ вӑхӑта ҫуса ӗлкӗртесшӗн ҫӗр ҫывӑрмарӑм, терӗ вӑл мана. Мӑнукӑмҫӑм, чиперскерӗ-ӗ-ӗм!.. Анӑҫ енче кӑна пӗчӗк пӗлӗт татӑкӗсем таҫтан ҫӳлтен ылтӑнпа кӑшалланса хӗвеле савса кулатчӗҫ. — Судья-и? Мойсей Мойсеич тепӗр пӳлӗмрен хыҫсӑр тенкел илсе тухрӗ те сӗтелрен кӑшт айккинерех вырнаҫса ларчӗ. «Вӗренмен ҫын — ҫуралман ҫын пекех», теҫҫӗ. Ну, ачам, мана сансӑр кичем пулать ӗнтӗ. Артамоновӑн ҫавӑнтах кӑшкӑрса ярас килчӗ. — Авӑ, пахчара… Кораблев ҫапах та чарӑнчӗ. Мӗнле Малашкӑпа? — Мӗншӗн ыйтатӑн эс ҫавна? Лось юр кӗрчӗпе витӗннӗ алӑка яриех уҫрӗ, ӑшӑ пӳрте кӗчӗ те шарфне илсе ывӑтрӗ, унтан — шлепкине. Оперов асӑрхаттарнипе эпӗ пур енчен те килӗшрӗм, ку асӑрхаттарни уйрӑмах мана пырса тивет, мӗншӗн тесен Семеновпа эпӗ лайӑххӑн паллашман; анчах маншӑн юлташсен ӗҫне хутшӑнасси кӑмӑллӑ пулнӑран тата Семенова хӑйне питӗ курас килнӗрен, эпӗ ҫапла асӑрхаттарнине ним шарламасӑр ирттерсе ятӑм. Пирӗн умра питех те илемлӗ картина тата… — Ӗҫ кунта илемлӗ картинӑсенче мар. Тыткӑна илмелле мар!» — ҫакӑн пек лозунг пулнӑ ҫапӑҫакан икӗ енӗн те. Унпа пӗрле яланах сахал калаҫакан, хӑйӗн ҫулне кура мар выляма-кулма юратман, халӗ хулара ӗҫлекен Яков Сомов ҫӳрерӗ. — Кунта айӑплисем ҫук, судьясем те ҫук, — илтӗнчӗ Павелӑн ҫирӗп сасси, — кунта тыткӑна лекнисемпе ҫӗнтерекенсем ҫеҫ… — Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн ӗлӗкхи хваттерӗртен куҫрӑр вара? — тесе ыйтрӗ Берсенев. — Мӗнле пурнӑҫ? Эпӗ хӑҫанччен шухӑша кайса ларнине хам та пӗлместӗп. Ҫакна анчах пӗлетӗп: пуҫа тепӗр хут ҫӗклесе пӑхсан, хам умра Ганспа пиччене анчах куртӑм. Эсӗ ӑнлантӑн, ҫапла? Шав аташать. Кӑларса ярас ӑна кунтан ырӑ та сывӑ чухне!..» — Ҫапла, ӑна Кӑваккисен аслатийӗ, теҫҫӗ. Ҫапла мар-и, Николай? Жандарм ҫӑлкуҫӗн шывӗ тарӑн ҫырма тӗпӗпе юхса Ока патнелле анатчӗ, ҫырма авалхи турӑ ячӗпе Ярила тесе ят панӑ уя хуларан касса уйӑрса тӑратчӗ. Аэлитӑпа Лось ҫыр хӗрринче лараҫҫӗ. — Эпӗ эсир мӗн ыйтнине калама хатӗр, — терӗ вӑл. Хам кам иккенне каларӑм. Ҫап, ҫап! Анчах унпа калаҫма кирлӗ-ши? Аллинче унӑн эфиопсен обсидианӗнчен тунӑ парне кӳмелли таса ҫӗҫӗ пулнӑ, ӑна вӑл юлашки хӑрушӑ самантра, пама хатӗр тытса тӑнӑ. Ҫӳлтен, куполтан, алшӑлли пек сарлака хӗвел пайӑрки ӳкнӗ. Вексель тени вӑл — кӗтесле укҫа илнине пӗлтерекен расписка, унта укҫине хӑҫан тавӑрса памалли вӑхӑта та кӑтартнӑ. Халӑх ушкӑнӗ ашкӑнма чарӑнать те часах лӑпланать. Хам ӑна сӑнаса курма тӳр килнӗ тӑрӑх калатӑп: Морис-мустангер хӑйне хӑй пирӗн хӗрарӑмсем умӗнче чӑн-чӑн джентельмен пек йӗркеллӗ тытрӗ. — Чим-ха, Саня, — терӗ доктор кӑмӑллӑн, малтан хӑй стаканне аяккинерех куҫарса лартрӗ, унтан ман стакана. Пӗве патне ҫитиччен — вилсе выртӑн, каялла килнӗ чухне те вилсе выртӑн. — Тухтӑр, ара тӗлӗнмелле лайӑх, вуласа кӑлармаллах ҫырать вӗт! Утрав ҫинче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ. Хампа пӗрле килнӗ ҫынсем манран инҫете тӑрса юлчӗҫ, эпӗ вара, тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксемсӗр пуҫне, никама та тӗл пулмарӑм. Хӑй вӑл хӑрать курӑнать: аллинчи ҫурта татӑкӗ чӗтрет, хӑй шуралса кайнӑ, тутине кичемле сарса пӑрахнӑ, куҫӗсем шывланнӑ, пушӑ аллине вӑл хуллен ҫурӑм хыҫнелле пытарать. Сасартӑк ман Эпӗ тытӗ те: «Кирлӗ мар!» — тейӗ. Ҫук — ман Эпӗ мар, ытларах… ҫар пулса тӑнӑ пӗтӗм миллион Эпӗ, ҫук — унтан та ытла — ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пурӑнакан мӗнпур Эпӗ сасартӑк калать: «Кирлӗ мар!» Индж фортӗнчи ҫынсем пурте ҫакӑн пек шутларӗҫ: ҫак пулас суд ӗнтӗ халиччен никам та пӗлеймен вӑрттӑн ӗҫе ҫутатса парӗ, — терӗҫ. Ҫав кун, эсир, сирӗн преосвященство, ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ, кунта горецсен чи хӑрушӑ элеменчӗсем пухӑнаҫҫӗ. Вӗсем крепость хапхине ҫӗмӗрсе, Ривареса ирӗке кӑларма хӑтланасси паллах. — Ҫапла, ара, манӑнни пекрех, — ҫӳҫне хӑй сисмесӗрех майласа-тирпейлесе те пушшех хӗрелсе, сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл. Дик Сэнд, Батпа Остин палуба ҫине анчӗҫ. Анчах темиҫе тумлам эмелпе пӗр-ик ҫӑвар шыв вӗсене тӑна кӗртӗҫ тесе шанма май пур. Сире хирӗҫ нимӗнле сӑлтав та ҫук, ҫавӑнпа эсир, ҫывӑрайсан, лӑпкӑн ҫывӑрма та пултаратӑр… Ломоносов: «Венерӑна пирӗн Ҫӗр чӑмӑрне витсе тӑнӑ пек ҫӑра мар сывлӑш хупласа тӑрать» тесе ҫырнӑ. (Ҫынсем кулкалани хуллен кӑна илтӗнсе кайрӗ.) — Эсир унӑн йӑнӑш шухӑшне тӳрлетмерӗр пулсан. Каҫсерен вӑл тӗлӗкре Российӑна, шкула, тантӑшӗсене, колхозри савӑнӑҫлӑ уявсене курнӑ, анчах вӗсем пурте темле малтанхи, яланлӑхах ҫухалнӑ пурнӑҫра пулнӑ, — Светлана иртнишӗн макӑрман, вӗсем пурнӑҫра пулман та, пулма та пултарайман япаласем пек туйӑннӑ ӑна, вӑл ассӑн ҫеҫ сывлакаласа илнӗ. Кала. Эпӗ, шухӑша кайса, Мария Деренкова манӑн чӗркуҫҫисем ҫинче — пекарӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче унӑн хӗрӗ выртнӑ пек выртнине курма тӑрӑшатӑп та — кун пек пулма пултарас ҫуккине, ку хӑрушӑ та пулнине хамӑн пӗтӗм ӑшчикпе туятӑп. — Старший лейтенант Мересьев, вӗҫев мӗнле иртни ҫинчен пӗлтерӗр. Ҫак вӑхӑтра Алексей пуҫне пӳлӗм ӑшчиккине пуҫтарса тирпейлес, Анюта каҫхине ӑна курма киле килме пултарсан, ӑна тӗлӗнтерсе савӑнтарас шухӑш кӗрсе кайрӗ. — Воропаев машинӑна чарчӗ те хӗрачана кӑчӑк туртса хӑй патне пыма чӗнчӗ. Нимӗн те калаймӑн! Темӗн кӗрӗслетрӗ; шӑпах та — уйри пин-пин ҫынлӑ ушкӑна шартах сиктернӗ малтанхи шатӑртату. Ҫиҫӗм ҫиҫет, эпир, хӳшше кӗрсе, сулла хӑй еккипе ятӑмӑр. Кӗске пӑшала та эпӗ, ӑнсӑртран шыраса ан тупчӑр тесе, хампа пӗрлех илсе тухрӑм, хирте пытарса хӑварас тенӗччӗ те, шелленӗ пек пултӑм тата, халӗ акӑ — эсӗ килсе тухрӑн! Ҫисе тӑрансан, вӗсем ҫӑлтан шӑвӑҫ крушкӑпа шыв тултарса ӗҫрӗҫ. — Ну, молоканка, мӗн сӑмсуна усатӑн? — Бек! — Тин ҫеҫ килчӗ. — Хӑш чухне тата та начартарах пулать. Тен, хамӑн шутланакан ачасене те вӑл пӗтӗмпех лакейсемпе тунӑ? Анчах капӑррӑн хӗпӗртесе ялкӑшакан ҫав тӗнче хӗрринче, таҫта, аякри-аякри горизонтра, тӗттӗм, тискер пӑнчӑ тӑрса юлнӑ: унта йывӑр та кичем службӑллӑ, рота шкулӗсемлӗ, пухури ӗҫкӗсемлӗ, хӗн-тертлӗ те йӗрӗнчӗк юрату ҫыхӑнӑвӗсемлӗ, юншӑхлӑ та пӗчченлӗхлӗ сӑрӑ, тӗксӗм хула ластанки пытарӑнса ларнӑ. — Евгений… Вӑл учитель пулса пурӑнма пуҫланӑранпа паллӑ праҫник ҫитиччен пӗр уйӑха яхӑн иртнӗ, анчах ҫак хӑйне тӑп-тӑп тытакан ҫамрӑк француз — таврари пур улпутсен сехрине хӑпартнӑ хӑрушӑ разбойнкк пулнине никам та сисмен. Эпир питӗ сахал ҫӑлтӑрсене хӑйсен чӑн-чӑн ячӗсене хураҫҫӗ тесе каланӑччӗ. Ытти ҫӑлтӑрсен ячӗсене ак мӗнле параҫҫӗ. — Ну, Машка, — тенӗ вӑл амӑшне. Стенасем ҫинче лампӑсем ҫунаҫҫӗ. Ҫутӑччӗ, тӗтӗм-сӗрӗмлӗччӗ тата еврей кухнин ҫивӗч шӑрши сарӑлнӑччӗ, анчах чӳречесенчен вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн йӗпе курӑк, ҫеҫке ҫурнӑ шурӑ акаци, ҫурхи сывлӑш техӗмлӗхӗ те уҫҫӑн киле-киле ҫапӑнса тӑчӗ. — Эпӗ ҫавӑн пек пулӗ тесе шутлатӑп, — тенӗ Сломан. Мересьев ӑна хӑй канцелярисем тӑрӑх усӑсӑр сулланса ҫӳрени ҫинчен каласа парсан, ҫамрӑк сӑнлӑ пулин те аппарат ӗҫӗсене лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ капитан тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑт, шуйттансем! — Ия! Этемлӗх паянхи кун ҫинчен ҫапла ҫырса хутӑр: социализм пуриншӗн те пӗчченех ҫӗнтерчӗ. Ку — «Ылтӑн ҫыран». — Ҫапла ҫав, вӗсем ӑна урӑхла ят панӑ, — терӗ капитан. — Урӑх ӑҫта каяс-ха манӑн? Килӗшӳ тӑвӑрах ӗнтӗ, савнӑ чунӑмсем. Хӗрарӑмсем кулкаласа, ассӑн сывлакаласа илчӗҫ, шавлакаларӗҫ те «килӗшӳ пачӗҫ». — Эпир сире итлетпӗр, — терӗ Гленарван, хайӗн икӗ тусӗ те вырнаҫса ларсан. Ҫапла кирлӗ вӗсене, пар лайӑхрах! Виль Джонни патне чӑрсӑрлансах сиксе пырса чӗлхине кӑтарта пуҫланӑ. Пӗтӗм халӑх, — епле пек ку сирӗншӗн пулсан? Мӗнех вара уншӑн, ик эрне хушши тӗрмере ларса тухнӑ тесе, порей та сутмалла мар-и-ха ӗнтӗ ун, пачах юрӑхсӑра тухмалла-и-ха? Тӗрӗс туни пулать-им ӗнтӗ ку? Маншӑн пулсан, пурте пӗр: автансем ҫапӑҫаҫҫӗ-и, йытӑсем-и, е ҫынсем – маншӑн пурпӗрех! Паян пирӗн пата «Первомайскинчен» Поднебескосем, упӑшкипе арӑмӗ, тата «Микоянран» Городцов юлташ хӑнана килчӗҫ, виҫҫӗшӗ те пурнӑҫра пурне те курнӑ ҫынсем… — Эпӗ. Пит те савӑнӑҫлӑ-ҫке! Сӑнӗ пурин те тимлӗ, сис-чӳллӗ. — Эпӗ ҫын вӗлерекен пек-и вара!.. — Ӑҫталла пит васкан? Комиссар хӑйӗнпе шахмӑтла выляма сӗнсен, Кукушкин кӑмӑлӗ те ҫемҫелсе кайрӗ. «Эсир тӑмпай, хисепле ҫыннӑм» (un mal еlevé, monsieur) текен сӑмахсем, мана ытларах та ытларах тарӑхтарса, ҫаплах хӑлхара янӑраса тӑчӗҫ. Мӗн вӑл тӳпе ани? Вӗсем тепӗр вырӑн суйласа илчӗҫ те каллех ӗҫе пикенчӗҫ. Хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсен, майор, ывӑннӑскер тата хуйха путнӑскер, кресла ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те темиҫе хут йывӑррӑн сывласа илнӗ хыҫҫӑн калаҫма пуҫларӗ: — Эх, турӑҫӑм! турӑҫӑм! — Ман шухӑшпа, авланас пулать сан, — ҫав кӑна! Пӗрре чарӑнмасӑр аслати кӗрӗслетсе ҫиҫӗм ҫиҫнипе пӗрле ҫӗнӗ кратер ҫӗр каҫиччен шавласа тӑчӗ. Палатӑра шӑп пулчӗ. Тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк хуҫи пӗчӗк тутрипе ҫамкине тата тути хӗррисене шӑлса типӗтрӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ҫынсене те лайӑх хуҫа вӑкӑрсене суйласа илнӗ пекех суйласа илес пулать. Ҫынсем, хиртен таврӑнакан кӗтӳ пек, тӗркӗшсе утса кайрӗҫ, старик ури ыратакан купец чавсинчен тытрӗ, ҫав вӑхӑтрах пекарь Мурзин ӑна тепӗр чавсинчен ярса илчӗ. Ҫапах Уэлдон миссис Геркулеса айккине чӗнсе кайрӗ те: «Ку пысӑк ачана малашне ушкӑнран уйрӑлма чармалла мар-тӑр, анчах куҫран ҫухатмасӑр пӑхсах тӑрас, Бенедикт пиччепе хӑй юратнӑ сиенсӗр ӗҫпе аппаланма чарас мар», — терӗ. Весовщикова вырнаҫтартӑр-и? Яра пар. Иван Никифорович нихҫан та авланман. — Эсир виҫерен тухатӑр! Артур ача пек шанчӑксӑр пускаласа тата ӳсӗр ҫын пек такӑнса, тайкаланса вӗсем хыҫҫӑн утса кайрӗ. Палламан ачан питҫӑмартийӗсем пушшех хӑпарса кайнӑ пек пулчӗҫ; ҫурӑмӗпе вӑл чул ҫумне таянчӗ, куҫне чарса пӑхрӗ, тутине хускаткаласа илчӗ, вара хӑйӑлтатсарах тухакан хулӑн саспа:— Тит, — тесе хучӗ. Паянах малти линие илсе кайма пултараҫҫӗ-и тен. Таса та тӳлек пӗлет ҫине пӑхса кашни хӑйӗнни ҫинчен шухӑшласа, лӑпкӑн выртрӑмӑр эпир. — Кашкӑрсен хӳрисем ҫемҫе ҫӑмлӑ, кун хӳри кӗске ҫӑмлӑ. Малтан унӑн хулана мар, ҫав пӗр ҫурта кӑна юсас шухӑш пулнӑ. Тата пӗр-ик сӑмах: ҫирӗм ҫул тӑрӑшшӗ эпӗ Раҫҫее урлӑ та пирлӗ, пур еннеле те ҫӳренӗ, эпӗ пӗлмен почта ҫулӗ те ҫукпа пӗрех; ямшӑксене сыпӑкран-сыпӑка паллатӑп; эпӗ палламан, эпӗ мӗнле те пулин ӗҫпе ҫыхӑнман станца пуҫлӑхӗ сахал; хам ҫул ҫинче сӑнаса пуҫтарса пынисене эпӗ ҫитес вӑхӑтрах пичетлесе кӑларма ӗмӗтленетӗп; халӗ ҫакна анчах калас килет: станца пуҫлӑхӗсен сословийӗ ҫинчен пурте тенӗ пекех пит тӗрӗс мар шухӑшлаҫҫӗ. — Вӗсем сакӑрвунӑ ҫынна яхӑн. Сволочь! Дик Сэнд вара Негоро йӗркене кӑшт та пулин пӑсма хӑтлансанах, ӑна пӗтӗм ишев вӑхӑтне арестлесе трюма хупса лартма тӗв турӗ. Яков Лукич ывӑлӗ, Ҫемен, хӑйра ҫинче ҫӗҫӗсем хӑйраса хучӗ. Утрав пуҫлӑхӗ бальнибарби чӗлхипе калаҫма пӗлет, мана вӑл хам мӗнле ҫӗршывсене ҫитсе курнисем ҫинчен каласа пама ыйтрӗ. Кунти пек каласан — Олеся. Каҫчен халӗ… пайтах шаккамалла пулӗ. Малалла ӗҫсем ҫакӑн пек пулса пычӗҫ. Халӑха кашнинчех Париж хускатса янӑ — ҫав хускану король влаҫӗпе е республика ирӗкӗпе пуҫланнӑ-и, — Бретань ку ҫӗнӗ япала пулнине туйнӑ та шӑрчӗсене тӑратнӑ. Вӗсен умӗнчен каллех ыраш анисем, катасем, пӗчӗк юхан шывсем вӗлтлете-вӗлтлете иртрӗҫ. — Эсӗ тата, тархасшӑн, сӑмахна пӗтер-ха, Макар, ӗҫ ҫинчен калаҫас пулать-ҫке! Хӑйӗн ӗҫӗ мӗн туса хурассине вӑл малтанах пӗлчӗ. Уэлдон миссис, Дик хушнипе тӑвӑл вӑхӑтӗнче ниҫта тухмасӑр ларнӑскер, каютӑран чи малтан тухрӗ. Эпӗ — ҫӗр ҫинче пӗччен мар! — Кам-ха вӑл юн ӗҫме пӑхаканӗ? — сухалне шӑлкаласа ыйтнӑ Игнат. Нимӗнле самолёт та ҫук иккен. Вӑл — ҫул ҫинчех, аллисемпе хыр вуллине кӑна хыпашлать. Хаяр ҫынсем — телейсӗр ҫынсем: вӗсене хӑйсен ӗҫӗсемшӗн айӑплаҫҫӗ, анчах вӗсен чунне уҫса пӑхасчӗ, тен, вӗсене пурне те тӳрре кӑларма пулӗччӗ. — О, сэр, — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, — хӑҫан тухса кайӑпӑр-ши эпир? — Вӑтанма кирлӗ мар, килти пекех пулмалла, — терӗ вӑл, — ху камне каласа пар». Анчах калаҫӑва карчӑк хутшӑнчӗ: — Турӑ пул, Саул! Ачи, мӑнтарӑн, йӗп-йӗпе, хырӑмӗ те выҫӑ пуль. Мӗн шутлатӑн эсӗ? Чӑн та, мӗн туса тӑмалла иккен кунта? Вӑл гостиницӑра, пӳлӗмрен тухмасӑр тенӗ пек, тата никама курмасӑр ултӑ эрне пурӑнчӗ. — Ну! Тин ҫеҫ эпӗ хамӑн иккӗмӗш стакана ӗҫрӗм — пӗлетӗр-и, кунта мана ирӗксӗрех шыв ӗҫтереҫҫӗ, турӑ пӗлет пуль, мӗншӗнне… эпӗ сывӑ мар-ши вара? Ватӑлса ҫитнӗ, куҫсем курмаҫҫӗ. Ҫапӑҫнипе, ӗҫ ӑнӑҫнипе хӗрсе кайнӑ салтаксем вара, йӗри-тавра мӗн пурри-ҫуккине пӑхмасӑр, ним илтмесӗр, мӗн алла лекнӗ — ҫавӑнпа, хытах суранланнӑ танка пӑчлантарма тытӑнчӗҫ. Андрей лӑпкӑ та йӑваш кӑмӑллӑ, анчах вӑйлӑ та кирек мӗнле ӗҫе те пикенсе ӗҫлекен ача пулса ӳснӗ. — Ача шӳт тумасть пек туйӑнать, — терӗ майор. Давыдова кала, эпӗ ҫӗрле пулнӑ ҫӗре паянах каялла таврӑнатӑп. Карликӑн ҫапла туса кулас йӑла тухса кайрӗ: вӑл, пирӗн шкул ачисем тунӑ пек, алла темиҫе шӑна тытатчӗ те, мана хӑратса король майрине култарас тесе, шӑнисене сасартӑк ман сӑмса умӗнчех кӑларса яратчӗ. Уксах спекулянтӑн арӑмӗ пулас мар-тӑк, пирӗн пурнӑҫ начарах та пулмастчӗ. Ҫав урапа ҫинче сӑхман тӑхӑннӑ пӗр ҫын ҫава сутать. — Мӗне пӗлтерет ку?.. — хӑюсӑртараххӑн ыйтнӑ Любовь. Унсӑр пуҫне тата крыльца ҫине тухса тӑнӑ Панталеоне, Леноре Фрау ҫывӑрать, тесе пӗлтерчӗ. Проводниксенчен пӗри хӑйӗн кӳршипе курнӑҫма шут тытрӗ тейӗпӗр; сехетне 5-шер километр утса вакунсем тӑрӑх кайрӗ пулсан, унӑн ҫӳресси ултӑ пин те тӑхӑрҫӗр ҫула тӑсӑлнӑ пулӗччӗ. Ҫирӗм улттӑра-и? Кубань та пулӑшу параймӗ… — терӗ. Вӑл выртрӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ, анчах унӑн сӑмахӗсем мана хамӑн мӗн тумаллине тавҫӑрса илме пулӑшрӗҫ. Бретань вӑрманӗсен 1792-мӗш ҫултан пуҫласа 1800-мӗш ҫула ҫитичченхи историйӗ ҫинчен ҫырсан, хӑех пӗр уйрӑм кӗнеке пулнӑ пулӗччӗ; вӑл халӑх хушшинче ҫӳрекен халап историйӗпе ҫыхӑннӑ пекех, Вандейӑра пулса иртнӗ пысӑк ӗҫпе ҫыхӑнса тӑрать. Астумастӑр-и? Пӗр-пӗр ҫын ҫыран хӗррипе пынӑ чух, ӑнсӑртран такӑнса, сан ҫине чул кустарса ӳкерме пултарать. — Эпӗ ӑҫтан пӗлем? Метал пек чӗлхе. Эпӗ пӗлсех тӑратӑп, унӑн ҫитмӗл сакӑр пайӗ пӑхӑртан, ҫирӗм икӗ пайӗ кӗмӗлтен тӑрать, вӑл чансем тума каякан чи лайӑх бронза пекех вӗт. — Серёжа… мӗн вара ку? Унтан тата вӑл эпӗ пит йӑвашшине, хамӑн ырӑ ята хакла хунине пӗлетчӗ, ҫавӑнпа хама укҫашӑн ахаль халӑха йӑпатма кӑтартнине эпӗ чи пысӑк мӑшкӑл вырӑнне хурасран хӑратчӗ. Ӑнлан-ха эппин! Ял хӑй мӗн-мӗн тӳссе ирттернӗ, ҫавӑншӑн пуриншӗн те тавӑрать! Пӑрахут кӗмӗл пек ҫиҫекен шыва ҫурса пынӑ май, кӑвак инҫетре ҫуртсем курӑнса кайрӗҫ, вӗҫлӗ тӑрӑллӑ башньӑсем, фабрикӑсен ҫӳлӗ трубисемпе вӗсенчен тӳпенелле хӑпаракан хура тӗтӗм юписем уҫҫӑнрах курӑна пуҫларӗҫ. Хӑш чух тата ҫамка е сӑмса ҫине ларса юн кӑларас пекех ҫыртатчӗҫ. Вӗсенчен йӗрӗнчӗк шӑршӑ кӗретчӗ. Вӗсен ури ҫинче эпӗ пирӗн натуралистсен шучӗпе шӑнасене мачча ҫинче ирӗклӗн утса ҫӳреме пулӑшакан ҫилӗм пек япалана кураттӑм. — Ну, ку сан ӗҫ мар, — пат татса каларӗ Давыдов. Чӳречерен сарӑ курӑкпа витӗннӗ пысӑках мар площадь, вулӑс правленийӗ — усӑнса аннӑ тӑрӑллӑ хура-кӑвак ҫурт курӑнать. — Вӑт ку тӗрӗс мар! — хӑвӑртрах хирӗҫ тавӑрса каларӗ Марийка. Унтан, куҫӗсене мӗскӗнӗн мӑчлаттарса, хуҫи ҫине пӑхрӗ те тата икӗ хутчен вӗрсе илчӗ: — Гав, гав! Паян сӑмса хӑй вырӑнӗнче пулмасан, эпӗ закон хам хута кӗрессе шанса тӑни ҫинчен сире пӗлтерме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп. Ҫав шӑплӑх саманчӗсенче сисмесӗрех ҫӗнӗ ыйтусем пухӑнса аталанаҫҫӗ. — Ҫунат лартса парсан — вӗҫсе те кайӑн-и? — ҫилленсе ӳкрӗ Давыдов. Паганель ҫеҫ пӗрмай хирӗлсе ҫӑрхаланать. Ку ыйту унӑн чӗрине пӑчӑртаса лартрӗ, вара, хӑрушӑ япала пуласса кӗтнине чӗринчен майӗпен хӗссе кӑларса, пырне кӳренӳ туйӑмӗ чӗпӗтсе тӑчӗ. Эпир хамӑр камсем пулни ҫинчен уҫҫӑнах каласа пама шут турӑмӑр, эпир паян хамӑрӑн ялава, ӑс-тӑнпа чӑнлӑх, ирӗклӗх ялавне ҫӗклетпӗр! — Ытти вырӑнсенче мӗнлине курма. «Тӗрӗссипе ӗнтӗ, ман унта пулмаллах, — шухӑшласах илчӗ Калугин, — анчах эпӗ паян ахаль те темиҫе хутчен вилӗм умӗнче тарса пӑхрӑм. Тупӑ какайӗ пулма кӑна кирлӗ мар пулӗ вӗт-ха эпӗ. Вӗсем ӑна ыр кӑмӑлпа пуҫ тайрӗҫ, вара асли ҫапла каларӗ: — Хӑвӑр юлташӑрсемпе пӗрле пирӗн ҫуртра канма килӗшместӗр-и, сэр? Эпӗ ун чухне чунӑмпа темле вӗҫенкайӑк пек вӗҫӗп тесе шутланӑччӗ, анчах та эпӗ кресло ҫинче лӑп та шӑп ҫӗр ҫинчи пекех лартӑм. Ахальтен мар ӗнтӗ эпӗ куҫсене чарса ҫӳретӗп, — ҫынсене пӗлетӗп эпӗ, вӗсене эпӗ, хамӑн карта курнӑ пекех, витӗр курса тӑратӑп. Пытанаҫҫӗ, ӗҫрен пӑрӑнасшӑн… — Эпӗ ун пеккине курмастӑп, — терӗ ӑна хирӗҫ Петр, хӑй тӗрӗс мар каланине пӗлсех. — Акӑ марсиансем пурӑннине кӑтартакан ҫӗнӗ япала! — тенӗ Лоуэлл майлисем. Анчах астрономсенчен нумайӑшӗн хушшинче питӗ ӑста сӑнавҫӑсем те пулнӑ — вӗсем Марс ҫинче нимӗнле каналсем те курӑнманнине пӗлтернӗ. Каналсем пуррипе килӗшменнисем: «Каналсем куҫа кӑна улталаҫҫӗ», — тенӗ. Вӗсем вара ак мӗнле ӑнлантарнӑ: — Хут ҫине тӗрӗс мар саланса выртакан пӑнчӑсемпе кӗске йӗрсем ӳкерӗр те хӑвӑр аяккарах пӑрӑнса тӑрӑр, ҫак пӑнчӑсемпе пӗчӗк йӗрсем пӗтӗмпе пӗрлешсе лараҫҫӗ, — тенӗ. Павел ирхине ирех тавӑрӑннӑ. Амӑшӗ ҫӗрле ухтару пулни ҫинчен, Артёма шырани ҫинчен каласа парсан, вӑл хӑйӗн пиччӗшӗшӗн пӗтӗм чунӗпе куляна пуҫланӑ. — Артур вилнӗ хыҫҫӑн икӗ кун иртсен. Эсӗ ахаль те мана икӗ хутчен амантрӑн. Исай каласа панисемсӗр пуҫне вӗсен нимӗн те ҫук, анчах вӑл мӗн калама пултарнӑ-ха? Халӗ ӗнтӗ эпир ирӗклӗ штата пӑрахут палуби ҫине ларса кайма пултаратпӑр, ҫулшӑн тӳлеме укҫа ҫителӗклех», — терӗ Джим. — Тӑлӑх-туратсем! — терӗ Джон Мангльс. Анчах фронт ҫывӑхрах пулнӑ, — вӑл ҫывӑххи ҫынсен сӑнӗсем пӑшӑрхануллӑ пулнинчен те палӑрнӑ. Урамри ҫынсенчен ҫурри ытла тусанлӑ атӑсем тӑхӑннӑ, тарпа йӗпенсе ӳт ҫумнех ҫыпӑҫса ларнӑ гимнастёркӑллӑ, ҫурӑмсем хыҫне япала хумалли михӗсем — «сидӑрсем» ҫакнӑ ҫар ҫыннисем пулнӑ. Ку ҫӳллӗ ту ҫумӗ марччӗ-ха тӳремлӗхе тусемпе ҫыхӑнтаракан сӑртлӑ вырӑн ҫеҫ. Степан, пӗр аллипе сӗтел ҫине чавсаланса, пӗтӗм кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ, мӑйне тӑсса, халь те итленӗ пек ларчӗ. Тӗрӗссипе, ҫур ҫул вӗҫӗнче эпир Катьӑпа пӑр ҫине пӗрререн пӗрре кӑна кайрӑмӑр — унта та ярӑнма тӳрӗ килмерӗ. Хӑва хӳттинче катерсем тӑраҫҫӗ, тӗттӗм шывӑн хумӗпе кӑпӑкӗ витӗр эпир васкавлӑн иртетпӗр. «Ҫитӗнейменскер». Ҫакӑ, халӗ публикӑна вулама сӗнекен И. П. Белкин ҫырнӑ Повӗҫсене кӑларма тытӑннӑ май, хамӑр тӑван халӑхӑн сӑмахлӑхне юратакансен пӗлес килекен кӑмӑлне кӑшт та пулин тултарас тесе, эпир вилнӗ авторӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен кӗскен те пулин хушса калас терӗмӗр. — Пулма пултараймасть! — Акӑ, сан валли чей илсе килеҫҫӗ, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн кулса. Час-часах пӗтӗм фразӑсем те, пӳрнери ҫӳпӗ пек, нумайччен пуҫра пурӑнаҫҫӗ, мана урӑххи ҫинчен шухӑшлама чӑрмантараҫҫӗ. Почта каретисем унччен ҫын ҫӳремен ҫулсем тӑрӑх та охранӑсӑр ҫӳретчӗҫ. Гленарван отрячӗ Кильмортан Хитнота каякан шоссе урлӑ каҫса кайнӑ кун ҫулпала почта карети тусан мӑкӑрлантарса иртсе кайрӗ те, Гленарван унӑн чӳречинчен карабинсем тытнӑ полицейскисем ларса пынине сӑнаса илчӗ. Ну, мӗне кирлӗ ун ҫинчен аса илни? — Эсӗ мӗншӗн ӗҫместӗн тата, старик? — терӗ вӑл, Ерошка ҫинелле пӑхса. Урамра тем чухлӗ халӑх тӗл пултӑмӑр, анчах, тӗттӗм пирки, эпӗ Оренбург офицерӗ иккенне никам та паллаймарӗ. Арми тем аслӑш ҫӗр тӑршшӗпе сапаланса тӑнӑ, вӑл Украинӑн ҫурҫӗр пайне пӗтӗмӗшпех тенӗ пек вырнаҫнӑ, поляксене малалла кайма чарса тӑнӑ. Вӗсем хӑйсене питӗ йӗркеллӗ тытаҫҫӗ, уйрӑммӑн лараҫҫӗ, сӑнӗсем питӗ салху. Интереслӗрех хаҫат парса ярӑр-ха мана. Петр чарӑнса тӑчӗ те, унӑн пичӗ, ҫак асаплӑ йынӑшупа пӗрле ун умне сасӑран кӑна паллӑ темӗнле чунлӑ мӗлке тухса тӑнӑ пек, чӗтресе улшӑнса кайрӗ. — Пурпӗрех! Куҫӗсем шывланчӗҫ. Амӑшӗ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, чӳрече умне пырса ларчӗ, урамалла пӑхрӗ, унтан каллех тӑрса, куҫ харшине сиктеркелесе уткаларӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, шухӑшламасӑрах темскер шырарӗ. Партера, ложӑсене, яруссене пиншер ҫын вырнаҫса ларать. Либераллӑ партин хӑш-пӗр членӗсем Пӑвана: эсир Монтанеллирен ҫавӑн пек мӑшкӑлласа кулни пачах усӑсӑр, тесе ӗнентерме хӑтланнӑ, анчах нимӗн те тума пултарайман. Вӑл кулкаласа ответлерӗ: — Кӑвакарчӑн пулас, скопец эппин. Малтан Вавжон мӗскӗн сасӑпа: «Кайрӑм ҫав эпӗ тӑван ҫӗршывран», текелерӗ, унтан ӑна хӑй каллех тӑван ҫӗршывне таврӑннӑн туйӑнчӗ. — Тӑхтӑр-ха, эпӗ те сирӗнпе пӗрле шӑршлам, — терӗ Базаров, унтан пӗшкӗнчӗ те унӑн уҫӑ тутисене хытӑ чуптуса илчӗ. Вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗн чысӗ хутне кӗрет. Уездра ӗҫ яланах мӑй таран, унта пачах та урӑхла пурнӑҫ, урӑхла пӗчӗк тӗнче. Калаҫма пӗлейменнисем тата хытӑрах ҫухӑраҫҫӗ. Пурте шӑп пулса тӑчӗҫ. Кубик ҫинче пысӑк ҫырнӑ «С» саспалличчӗ. — Пар, Динго! — ыйтрӗ ача, йытӑ кубика кӑшласа пӑсасран хӑраса. Кӳршӗсем Хамӑр килсе ҫитсен пӗрремӗш кун атте пирӗнпе кӳршӗллӗ Епифановсене лайӑх ҫынсем тесе калани мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, вӑл вӗсем патне кайса ҫӳрени вара пушшех те тӗлӗнтерчӗ. Ҫынна ҫын ҫинине теори тӗлӗшӗпе ҫирӗплетсе пани Джон Мангльс кӑтартса панӑ пирвайхи ҫӑлӑнӑҫ меслечӗ шанса тӑнӑ ӗмӗте пурнӑҫлаймарӗ. Ҫил лӑпланчӗ, унтан вара ҫӗр ҫине ҫӑра вӗт ҫумӑр тӑкӑнма пуҫларӗ. Унти ҫуртсем пурте колоннӑллӑ тата урам хӗррипе пӗр рете мар, ним йӗркесӗр ларса тухнӑ; пӗрисем маларах тухса ларнӑ, теприсем — урама кукӑр-макӑрлатса, хыҫалалла чакнӑ. Выртатӑп ҫапла, ман тӗлте вара кӑмака ҫинче пӗтӗмпех ак ҫакӑн пек, пурте ак ҫакӑн пек пӗчӗк барабаншиксем, хӑйсем тата ирхи кӗвве тӳнклеттереҫҫӗ кӑна. Эпӗ епле тӑрӑшса служба ӗҫне тытӑннин паллисене пӗр иккӗленмелле мар курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ахлатсах ячӗ. — Ну, ташлӑр, ачамӑмсем, ташлӑр, эпӗ сире кансӗрлемӗп. Самӑр, ырӑ сӑнлӑ священник Николай атте Ольгӑна янӑравлӑ сасӑпа ӳкӗтлерӗ: — Ӳпкелешнипе тата макӑрнипе пирӗн атте — турра кӳрентермӗпӗр, мӗншӗн тесен унӑн ирӗкӗ… — Чӑнах та, ку тӗрӗс пек туйӑнать, анчах Боб Тэннер вӑл… апла туман. Ҫакӑ вӑл эпӗ гимназире, ман пичче пӗрремӗш курс студенчӗ чухне пулса иртрӗ. — Якоре ҫак пӗчӗкҫӗ утрав хыҫне, кӑнтӑр енче ярсан авантарах пулас пек туйӑнать? — тесе ыйтрӗ капитан. Майор ҫак сӑмахсенех илтӗнмелле каласа пачӗ те юлташӗсем ҫине пӑхрӗ. Джеральд хӑй ӑҫта пулнине те пӗлмен, хӑй патне пӗшкӗнсе тӑракан Зеб тусне те палламан. — Ҫапла, ҫапла! — терӗ хыҫҫӑн пӗтӗм хор, сасӑ ян кайнӑ пек. Талькав чӗнмерӗ, вӑл тӗлӗнсе кайсах ученый ҫине пӑхса илчӗ. Аттисемпе кӗмсӗртеттерсе ҫурт патне улттӑн чупса ҫитрӗҫ. Пурте асра ҫех шутланакан постсемччӗ кусем, тӗслӗхрен, тар нӳхрепӗ патӗнчи, ялав умӗнчи, караул ҫуртӗнчи, укҫа ещӗкӗ ҫумӗнчи пост. Сӑмах май, каланӑччӗ ӗнтӗ, Гарриспа Негоро энтомолог-ученӑя кӑшт ирӗк те панӑ, Дик Сэнд вара океан хӗрринчен Кванза патнелле кайнӑ чухне ӑна айккинелле пӑрӑнма питӗ хытӑ чаратчӗ. Власова каллех йӑл кулса илчӗ. — Кама, Том мистер? — Мана пилӗк минут та ҫитет. Паганель, пирӗн ятсене ҫырӑр. — Бастионран. Мӗнле аван шӑршӑ кӗрет! Пӗр пӗчӗк хулара мӑйӑх та шӑтма ӗлкӗреймен ӳсӗр корнет, еврейсен ушкӑнӗ ҫине хӗҫпе пырса тӑрӑнса, вӗсен «мӑнкун купине салатса, аркатса янӑ». Киевра пехота подпоручикӗ студента, лешӗ ӑна буфет патӗнче чавсипе тӗртнӗ иккен те, ташӑ залӗнче вӗлермеллех тураса-каскаласа тӑкнӑ. Руль корма ҫумне е сылтӑм, е сулахай енчен пырса ҫапӑнать, — карап, вылямалли япала пек, сиксе шатӑртатать. Эпӗ бакштага алӑпа ҫатӑртаттарса тытрӑм тата кӑмӑл капланса килнине туйрӑм. Куҫ умӗнчи пур япаласем те ҫаврӑнма пуҫларӗҫ. Трофим Зубов, салфеткине ҫыхнӑ майу тӗлӗнмелле пулӑ ҫине пӑхса, телейлӗ куҫӗсене тутлӑн мӑчлаттарнӑ, хӑйӗн кӳршине, ҫӑнӑх арманӗ хуҫине, Иона Юшкова, ҫапла каланӑ: — Иона Никифорыч! Каҫхи ӗнтрӗк хӑвӑрт шӑвӑнса ҫывхарать. Темлерех старик… — Час-часрах канас пулать. Фомана хӗрӗн калаҫӑвӗсем тӗлӗнтернӗ, ӑна вӑл яланах — хреснашшӗн сӑмахӗсене мӗнле тӑнланӑ — ҫавӑн пекех каҫса кайсах итлесе ларнӑ; анчах та Люба Тарас тетӗшӗ ҫинчен юратуллӑн, салхуллӑн калаҫнӑ чух, хӗр ҫак ятпа урӑх ҫынна витнӗ пек туйӑннӑ Фомана, калӑпӑр — Ежовах. Хӗр каланӑ тӑрӑх, Ежовӑн, темӗнле сӑлтавпа университета хӑварса, часах Мускавран пӑрахса каймалла пулнӑ имӗш. Эп ку ӗҫе ахаль хӑвармастӑп, эп сире йытӑсене мӗнле ирӗке ямаллине кӑтартӑп! Ҫурт-йӗрӗ ӑшӗнче плита сарса тухнӑ картишӗ пур, фонтанлӑскер тата азотея ҫине улӑхса каймалли пусмаллӑскер. — Сире пуринчен те хытӑрах паранаканни, — терӗ Паганель. Улӑм тӗслӗ ҫутӑ рубкӑра вӑл авса тунӑ кресло ҫине ларчӗ те — хӗрлемес куҫӗсене кайӑк пек мӑчлаттаракан имшер салтаксене тӗсерӗ — темиҫе самант ҫеҫ, ӗҫлӗн. Юнпа ҫӑвӑнӗҫ! — Пырах, тусӑм, пыр. Вӗсем пӗр-пӗрне куҫӗсемпе пӑхса илчӗҫ. Анчах капитан часах парӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӗҫҫине пытарчӗ те, патакпа хӗненӗ йытӑ евӗрлех хӑрӑлтатса пукан ҫине ларнӑ. Мӗн амакӗшӗн! Вӑл Мересьева куҫ хӗсрӗ те, кӑчӑк туртса хӑй патнелле чӗнсе илсе, шеф кабинечӗ ҫине пӑха-пӑха, ӑна хӑлхинчен пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ: — Генерал хӑй мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех турӗ. Хумсем хытӑран та хытӑрах кӗрлеҫҫӗ, мачча силленет, шатӑртатать; пӗренисемпе хӑмисем халех сирпӗнсе тухса пӗрчӗ юлмиччен ванассӑн туйӑнать. Ҫав ухмаха ернӗ пек кун хушшинче вӗсем Бетховенӑн вӑтӑр хваттерӗнчен Альтман арӑмӗ пӗлекен вунпӗрӗшӗнче пулса курчӗҫ. Лӑпкӑ ян ӑшчик, питӗ лӑпка. Сисетӗп — пултараймастӑп! Майорпа капитан ҫиеле тухрӗҫ: Туфольд бухтине ҫитиччен нимӗн те тумалла мар тесе йышӑнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра «Дункан» Веспуччипе Магеллан ҫӳренӗ ҫулпала тӗлӗнмелле хӑвӑрт ишсе пырать. Пулчӗ те-и тен? Паллах, вӗсем вӗт ӑна хӑйсем майлӑ ҫавӑрчӗҫ» — ҫилӗллӗн шухӑшларӗ Дубава. Давыдов сӗтел тавра ҫаврӑнчӗ, пурне те алӑ тытса тухрӗ. Вилнӗ чух хампа пӗрле пӗр граната илетӗп. Эпӗ вӗт ирӗкре нумай пурӑннӑ, хӑш та пӗр япаласене нумай вуланӑ, нумай тӳснӗ тата курнӑ. Ҫӗтӗк параппана кирек мӗн чухлӗ ҫапсан та сассине илтес ҫук! Вӑл кӑшт сулӑнса кайрӗ те чут ҫеҫ туйине алӑран кӑларса ӳкермерӗ. Ҫиҫӗм шӑпах вӑхӑтра ҫиҫрӗ, ванчӑк пӑрахут аванах курӑнчӗ: эпир унӑн сулахай енне чарӑнса сулла кӑкартӑмӑр. Эрнипех калаҫнӑ! Унта ҫӗр аллӑ ҫын, хура кӗрчченех станцирен станцине ҫӳресе, вӗсене вӑрҫӑ юхӑнчӑкӗсенчен, ҫуннӑ е ваннӑ вагонсенчен тасатрӗ. Телее, атӑ ман ҫирӗп те халлӗхе чӑтать-ха. Анчах, анчах… — Плутон каламасӑр тӑнӑ. — Плутонӑн пӗр сӑмах каламалла. Унӑн лаши унта. «Мӗн турӑм эп?» — ӑнланса илмешкӗн тӑрӑшнӑ Фома. Прерири маяк Ҫулҫӳренсем ӗнтӗ ҫул пирки урӑх пӑшӑрханса тӑмарӗҫ. Анчах, амӑшӗ хавас кӑмӑллӑ, хӗрӗ вара нимӗнпе интересленми сапаланчӑк танлӑ пулсан та, темскер сире пӗрремӗшӗ нихҫан та ӗлӗк те, халь те хитре те савӑк япаласемсӗр пуҫне урӑх нимӗне те юратманни, Авдотья Васильевна вара пӗрре юратса пӑрахас-тӑк савнӑ ҫыншӑн хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне парнене кӳрекен ҫынсен шутне кӗни ҫинчен калать. Тӗмӗсем хушшинчен тилӗ асӑрханса вӗрни илтӗнмен пулсан, тен, вӑл ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ. — Эпӗ Ленкӑна пӗлетӗп, вӑл пултарать, хӑйне кирлине алӑран вӗҫертмест. Лаша халран кайнӑ пек тӑрать, унӑн урисем тӗрекӗ пулнинчен мӗнпур экспедици пурӑнӑҫӗ инкекрен хӑтӑлать. «Пытарни ҫинчен калакан хутне» те пулин ярса памарӗҫ. Чылайччен пӗр чӗнмесӗр пычӗҫ. Хӑй тавра мӗн пулнисем халь ачашшӑн та, кӑмӑллӑн та, тата ҫитменнине, тӗлӗкри пек те туйӑнмарӗҫ ӑна: вӗсем, тискер тӗлӗк евӗр, унӑн кӑкӑрне йывӑрлатса тӑчӗҫ; вӗсем ӑна ӳпкелешеҫҫӗ пек, кураймаҫҫӗ пек ӑна пӗлесшӗн те мар пек пулчӗҫ… Пурнӑҫӗнчи тата нумай-нумай ӗҫ-пуҫ ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ Соломон хӑйӗн савнине, ҫавсене ытти ҫынсенчен никам пӗлмен, Суламифь те вӗсене хӑйпе пӗрле масара илсе кайнӑ. Сӑмах кам ҫинчен пынине ҫавӑнтах ӑнкарса илтӗм: Николай Антоныч ҫинчен ӗнтӗ. — Орлеана. Пӑрахут кӗтетӗп. Ҫак ансат шухӑш ман кӑмӑла кайрӗ, эпӗ Наталья Савишна ҫывӑхнерех куҫса лартӑм. Этемлӗх этеме ҫӗнтернине Говэн хӑй куҫӗпе курчӗ. Яков пӗрре кӑна мар вӑл ҫакна мӗнле тунине илтнӗ. — Мӗншӗн калаҫмастӑн эсӗ? Кайран хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл мана та еху тесе шутланӑ-мӗн. Сирӗн шӑлну та, тӑванӑн ывӑлӗ те… — Эсир тӗрӗс калатӑр, — тесе ответлеме васкарӗ Луиза, те кӳреннӗ, те куляннӑ пек пулса. Анчах эпир вӑрман урлӑ тӳррӗн тухсан, ҫул пӗр сакӑрвунӑ мильӑна яхӑн кӗскелет. Вӑл уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан пӗр вӑтам хресчене наганпа хӗнесе тӑкнӑ; колхозниксене сивӗ пӳлӗме хупса лартнӑ… Ҫапла ӗнтӗ, вӑл юхан шыв еннелле ҫаврӑнса тӑрса, канӑҫлӑн сигара туртса тӑнӑ. «Ырӑ мар сехетре килсе ҫаклантӑм пулас! Алӑк уҫӑлчӗ те Эмиль пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Изот мана ҫӗклерӗ, вара ку ӑна тата ытларах ман майлӑ ҫавӑрчӗ пулас. — Мӗншӗн-ха вӑл сан лакейӳ пулатчӗ? Е: эпӗ сире юрататӑп, эпӗ сире ӗненетӗп, тенине-и? — Ӑнлантӑм. — Эпӗ, — терӗ вӑл хытах мар сасӑпа, — ман ҫинчен кам элекленине пӗлесшӗн. Аркадий ҫӳҫенсе илчӗ. Лассоран аякка пӑрӑнса илмешкӗн те вӑхӑт ҫук: ункӑ унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине анса ларать. — Ӑҫтан килсе тухрӑн эс? Пӗве хыҫӗнче сасансемпе питӗ пысӑк ҫӑрттансем нумайччӗ. Ҫавӑнта ӗнтӗ, пӗр-пӗр хӑва тӗми хӳттинче, хайхискер мучи вӑлтасем ярса ларатчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл пачах килӗшмерӗ: — Ан та ӳкӗтле, Якку! Регуляторсем Диаза ҫавӑнтах йывӑҫ ҫине ҫакса вӗлернӗ чух та Луиза ун хутне кӗмен. Команда кӑмӑлсӑрланать, анчах, калама ирӗк парӑр, ку командӑн ыттисенни пек право та пур. Пирӗн пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма тата начальство ҫинчен калаҫма право пур. Кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ Гвоздева хавхалантаракан та, Мересьева канаш паракан та, ялан кӑмӑлсӑр пулса мӑкӑртатакан Кукушкина пат чарса лартакан та никам та пулман. Канат татӑлсанах, е якӑр вӗҫерӗнсенех — сулӑ пӗтме пултарать! Ҫавӑн пек ҫапкаланчӑксем пулмашкӑн ытла та лайӑх тумланнӑ. Ку планетӑсем ҫирӗп япаласенчен тӑраҫҫӗ, вӗсем хытӑ хупӑпа — чуллӑ сӑрт-тусемпе витӗннӗ. Врач та, комисси членӗсем те ҫак ҫирӗп кӗлеткеллӗ, патмар, вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан йӗкӗт ҫине шанмасӑртарах, мӗн пулнине ӑнланаймасӑр пӑхрӗҫ. Халӗ эпӗ юлашки ҫул вӗренетӗп, пире хӑҫан таврӑнсан та юрать. — Мана мӗн, санӑн ирӗк… эс кунта хуҫа… Икӗ сехет ҫӗрле… Кӑнтӑрла вӗсем тӳрем вырӑнсенче ҫӳренӗ, хӗвел анас умӗн лагере хӑваласа тавӑрӑннӑ. Кӗтӗве ертсе ҫӳрекен тата чи лайӑх лашасене вигвам умӗнчи юпасенчен кӑкарнӑ: вӗсене тӳрем вырӑна хӑварма юраман, мӗншӗн тесен вӗсене тӑшмансем вӑрлама пултарнӑ. Кала хулари хӑвӑрӑн ҫынсене, сирӗн валли ҫыракансене — ял валли те ҫырччӑр! Ялпа ҫыхӑннӑ рабочисем, нимӗҫсен реквизицийӗсемпе тарӑхса тата улпутсем каялла килӗсене тавӑрӑннине кура, пӑлхана пуҫларӗҫ. Ыттисем виҫҫӗшӗ, сулахайра пӗр тӑрӑххӑн ларнӑскерсем, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ. Володя валли пӗрмеллӗ голландски кӗпесем пӗрремӗш хут ҫӗлетнӗ хыҫҫӑн манӑн унашкал кӗпесем ҫукки хама питӗ кӳрентерни ҫинчен тӳрех каланӑ пулсан, эпӗ, паллах, сахалтарах асапланнӑ пулӑттӑм, Володя ҫухависене юсанӑ чухне ҫакна вӑл юриех мана кӳрентересшӗн ҫеҫ тӑвать, тесе шутламӑттӑмччӗ. Мана Варшавӑна илсе кай». Жухрай пӑртак чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан:— Ҫапла, ӗҫсем начар. — Сывӑ-и, Аксель, — терӗ вӑл хавассӑн, — санӑн сывлӑху лайӑхланнӑ тесе эпӗ халӗ тупӑшма та хатӗр… Енисей заливне кӗрекен карапсем ҫак масара инҫетренех кураҫҫӗ. Мӗнле кӳренӳ пултӑр кунта, Herr Dimitri! — Вӑл пӑшалне илчӗ те, ҫакна пурне те лайӑхрах сӳтсе явас та ырлӑх тума май тупас тесе килне часрах таврӑнма шут тытса, чӑтлӑхран тухрӗ. Анчах ҫапах та ку чудак капитана ытларах та ытларах кӑмӑла кайса пычӗ. Павлюк лайӑх пуставран офицерсен формипе ҫӗлетнӗ френчпа, кӑвак шӑлаварпа, пуҫӗнче лӑпсӑркка; ҫӗлӗк. Ачи хирӗҫет. Ҫав тери шӑп, кунашкал шӑплӑх ҫилсӗр кун хӗллехи вӑрманта ҫеҫ пулма пултарать. Казондери суту-илӳ пайӗ ку вӑхӑтра Жозе Антониу Алвиш аллинче — Гарриспа Негоро калаҫрӗҫ ун ҫинчен — вӗсем ун патӗнче приказчикра тӑраҫҫӗ. Юратмастӑмӑр эпир кулач ӑстисене, мӗншӗн тесен, кӗвӗҫеттӗмӗр: вӗсен ӗҫӗ пирӗннинчен ҫӑмӑлтарахчӗ, вӗсем пирӗнтен нумайтарах илетчӗҫ, вӗсене лайӑхрах ҫитеретчӗҫ, вӗсен мастерскойӗ ирӗк те ҫутӑччӗ, хӑйсем таса, сывӑ, — кӑмӑллӑ марччӗ вӗсем пире. А-авӑ мӗ-ӗн!.. — Турӑ пулӑшсан, эпӗ те сире усӑллӑ пулӑп-ха, — терӗ вӑл, эрехне ӗҫсе ярса. Ҫурчӗ пысӑк. Хӗвел ӗнтӗ анса пытаннӑ, инҫет кӑвак тӗтрепе пиеленнӗ. — Санӑн пурлӑ-ҫуклӑ вӑюпа тата унашкал тыткаланипе аялта кӑна мӑшлатса выртмалла», терӗ. Анчах та вӗсем пӗр-пӗрне кӳренмесӗр кӑшкӑрашрӗҫ. Хӑрама хӑнӑхнӑ ҫын хӑрамалли сӑлтава яланах тупать; — Эй, турӑ пилле! — ӑшра кӗлтуса илнӗ Фома. Вара — кӑкӑрне карӑнтарса, хулӑнлатнӑ сасӑпа:— Софья Павловна! — тесе янӑ. Унта Лось аса илӗвӗ ише-ише тухать — пӗрре уҫӑмлӑн, тепре курӑни-курӑнми, тӗтреллӗн. Аха, халӗ чухлатӑп. Вӗсем ҫурма тӗттӗм, ансӑр пӳлӗме кӗчӗҫ. Хӑш чух калушсенчен пӗрне вӑйлӑн ҫыртса лартать те хывсах юлать, кун пек чух вара Ромашовӑн хӑрах ура ҫинче кӑна виҫӗнкелесе тӑрса, тепринпе ҫухалнӑ калуша сӗмлӗхпелен ҫеҫ шыраса тупма лекет. — Пӗрлешӳллӗ Штатсенче чурасем ҫук, — хӑвӑрт тавӑрчӗ Уэлдон миссис. — Каҫарӑр, государь! Вӑл упана вӑрҫтарса, ӑна хирӗҫ кӑшкӑрса, аллисемпе юнаса пычӗ. Эсир те пӗр-пӗр пуҫ ӳкерсе парсан лайӑх пулатчӗ, тупата. Астутарап-ха сана — ҫак элекшӗн… — тесе юнавлӑн пӑшӑлтатнӑ. — Питӗ те тӗрӗс! — А эсӗ суймастӑн-и, Файло? Хӗпӗртенӗ Марко пит-куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫуталса кайрӗ. Эпӗ ку етре пулнине кукамай пӗтӗмпех пӗлнине тавҫӑрса илтӗм. Анчах та вӑл Клавдия Михайловна бинтсене улӑштарса хӑй суранӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе вазелин пӑрахнӑ чух хӑйӗн ҫӗтӗк кипке пек пулса кайнӑ хӗп-хӗрлӗ ӳчӗ ҫине мӗн тери пӑлханса, тӳсеймесӗр пӑхнине, врачсем калаҫни илтӗннӗ чух вӑл мӗн тери тинкерсе итленине асӑрхама йывӑрах мар. Ҫакӑн хыҫҫӑн Симурден янӑравлӑ сасӑпа:— Камерӑна уҫӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Тусем ҫинчен е нимӗне пӗлтермен кӑшкӑрашнӑ сасӑсем ҫинчен, унта пулса курман ҫынсемшӗн уйрӑмах нимӗн те кӑтартса паман картинӑсем ҫинчен ҫырса, сире йӑлӑхтарам мар-ха, тата статистика енӗпе асӑрхаттарнисене те ҫырса тултармӑп, пур пӗрех вӗсене никам та вуламӗ. Ҫурхи каҫсенче самаях шӑнтса лартатчӗ пулин те, ҫывӑрма витене, ӑйӑрсем ҫывӑхне куҫрӗ. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ӑҫтан-ӑҫтан иртсе пынисене тепӗр хут пӑхса тухар, вара, курӑпӑр, документсем ҫинче кӑтартнӑ пек, тепӗр ҫӗршыв тӗл пулмӗ-ши пире? Ҫурчӗ питӗ ирӗк, аренда укҫине пит пысӑках илмеҫҫӗ. Любишкин, Агафон Дубцов тата вӗсемпе пӗрле виҫҫӗмӗш бригадӑри ултӑ колхозник юланутсем ҫине утланчӗҫ те сиккипех хирелле тухса вӗҫтерчӗҫ. Тип ҫырма леш енчи тӑвайккинче курӑк ҫисе ҫӳрекен вӑкӑрсене курсан, Любишкин хӑйӗн пӗчӗк отрядне икке пайларӗ. — Агафон, хӑвпа виҫӗ ҫын ил те, хӑвӑрт юрттарса, ҫырма урлӑ сылтӑм флангран ҫаврӑнса пырса кӗр, эпӗ вӗсене сулахай енчен ҫавӑрса илӗп. «Эй, турӑ, ҫӳлти аттем! — тесе янӑ вӑл. Хам вуласа тухнӑ пур кӗнеке тӑрӑх та эпӗ пӗлеттӗм: ҫавӑ чӑнах та хӑрушӑ, ҫав вӑхӑтрах тата лайӑх та. — Хӑрушӑ та, ҫапах пурте юратаҫҫӗ! — Мӗн? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен нимӗҫле. — Ҫӗр патне часах ҫитетпӗр-и? — Ҫук, Елена Николаевна, тӗрӗссипех каласан, пирӗн хушӑра пӗр чаплӑ ҫын та пулман. — Ҫук, этем, вӑл ман ӗҫ те, — терӗ ҫынни чаплан та вӑйлӑн. — Хӑть вӑл адмирал Гок пултӑр, эпӗ ӑна та тӳлеттернӗ пулӑттӑм! — тесе кӑшкӑрать Сильвер. Унтан, сасартӑк аллине усса, ҫапла ыйтрӗ: — Ӑна мӗнле чӗнеҫҫӗ? Эсӗ Хура терӗн… малалла мӗнле? Тепӗр тесен, вӑл та тем мар-ха. Анчах мана та питӗ кирлӗ. Вӗсем пур ҫӗрте те пулнӑ, анчах вӗсене тытма май килмен; вӗсем — хӑвӑрт пухӑнма, ҫавӑн пекех хӑвӑрт саланма пултарнӑ; ҫапӑҫура улӑп пек, пытанмалла пулсан — шӑши пек пӗчӗкленнӗ, вӗсем — каюра йӑлине хӑнӑхнӑ ягуарсем пулнӑ. — Сывӑ пул!.. — Вӑл ӑҫта ҫухалса пурӑннине хӑть пӗлесчӗ сан. Хальхинче тата ӑна шӑпах хӑй пултарулӑхне виҫсе пӑхмалли пит те вырӑнлӑ май килсе тухрӗ. Тата темиҫе минутранах таркӑнсем чӑтлӑх вӑрман ӑшне кӗрсе ҫухалчӗҫ. Хуть мӗнле пулсан та, пулса иртни мана савӑнӑҫлӑн хумхантарчӗ. Тен, асапсем пӗтӗҫ? Ҫак сӑмахсем манӑн чӗре тӗпнех пырса тиврӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ хаяр профессортан ун пек ачашшӑн каланӑ ҫепӗҫ сӑмах илтме хӑнӑхман. Унӑн куҫӗсем темле тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑнӑ, сӑнӗ-пичӗ шутсӑр шурӑ пулнӑ. Акӑ ӗнтӗ ун умне Липинца тухса тӑчӗ, мӗнле пулнӑ ҫаплах ҫул ҫинче юр чӗриклетет, хура ҫара туратсем витӗр шурӑмпуҫ хӗрелни курӑнать, вӑрман тӗлӗнчи ҫӑхан ушкӑнӗ кӑранклатса ялалла вӗҫет, мӑрьесенчен тӗтӗм хӑпарать, инҫетре юрпа хупланнӑ вӑрман шурӑмпуҫ ҫутинче кӗрен тӗспе витӗннӗ… Дикӑн Уэлдон миссисӑнни пек ултавлӑ туйӑм пулмарӗ. Вӗсенчен пӗри ытла та лайӑх ӗнтӗ: садри тӳрем те сарлака ҫул, хӗвелпе ҫуталнӑ хырсем курӑнаҫҫӗ. — Комиссар юлташ, батальон командирӗ сиртен чугун ҫул урлӑ каҫмалли тӗлсене пулемётчиксем тӑратнӑ-и, тесе ыйтать. Берсенев шухӑша кайрӗ: нумай асаилӳсем шуса иртрӗҫ унӑн чӗринче. Шарламаннинчен мӗн усӑ пулать мана? Кашни вӑййӑн хӑйӗн ҫӳллӗ пункчӗ пур, ҫавӑнпа вӑл илӗртӳллӗ те… Эпӗ ӑна уринчен ярса тытрӑм та урапа ҫинчен сӗтӗрсе антартӑм, вӑл тимлӗрех пӑхтӑр, ют ҫӗре хӑйӗннипе ан пӑтраштартӑр тесе, куҫсем хушшинчен хамӑн татӑк алпа лачлаттарса илтӗм… Каса-дель-Корвӑна килнӗренпе кашни кунах вӑл ӑна лайӑх мартарах туйӑнса пынӑ. Тухтӑр ненецла вӗсене темскер ӑнлантарса парать. Ывӑлӗ амӑшне хӗрхенчӗ, вара вӑл ҫӗнӗрен калаҫма тытӑнчӗ, анчах та халӗ ун ҫинчен, унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫрӗ вӑл. Анчах эпир вӑл ҫырусем ҫине пӑхмарӑмӑр, тӗл пулнӑ телейӗмӗре сивӗтес мар тесе сиснӗ пекех ун ҫинчен эпир асӑнасшӑн та марччӗ-ха. Ун пеккисемпе эпир кӗрешнӗ те, малашне те пӗр хӗрхенмесӗр кӗрешӗпӗр! — Сана спаҫҫибӑ калама маннӑ. — Мӗнле кулӑшларах? Андрей, пӗррехинче, темле, ҫӗрлене юлса таврӑнсан, пӗчӗк пӳлӗмре лампадка ҫунса тӑнине курах кайрӗ. Эпир ҫав ниме тӑман япалапа аппаланмастпӑр, теҫҫӗ. Интересно, кам ӑна кунта янӑ-ши тата мӗн тума-ши? Эпӗ ҫакна лайӑх куратӑп. Организацин черетлӗ задачисене сӳтсе-явма тытӑниччен кунта пӗр юлташ черетсӗр калама сӑмах ыйтрӗ, эпир Токаревпа иксӗмӗр, ӑна сӑмах парас тетпӗр. Мӗншӗн тесен, ӑна турӑ пӑрахнӑ. — Ыраш калчине мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ? — Базаров, Кирсанов, — терӗ Ситников татӑклӑн, Базаров пек. Калаҫасса вӑл лӑпкӑнах калаҫать темелле, анчах мӗнпуринчен уйрӑм, дивизийӗпех палӑрса тӑракан сассин кашни кукрашкиех, — сӑмах май каласан, службӑри хӑйӗн пӗтӗм карьерине вӑл шӑпах ҫавна пула турӗ, — тем пысӑкӑш плацӑн чи аякри вырӑнӗсенче кӑна мар, шоссе ҫинче те янках илтӗнет. — Парӑр-ха, сӑнаса пӑхам: чунӗсем ҫирӗп лараҫҫӗ-и вӗсен?» — тетӗп. Каярах, ачисем хӑйсем кӑна кайса унта упа амине шӑтӑкран хӑваласа кӑларчӗҫ, упа Алексейӗн кӗрӗкне ҫурса пӑрахрӗ, аякне чавса илчӗ. Ҫак кулӑшларах, анчах хӑйне евӗр мӑнаҫлӑ сӑмахсенче никама пӑхӑнманлӑхӑн тӳрккеслӗхӗ питӗ нумайччӗ, янӑрасса та вӗсем вӑйлӑн янӑрарӗҫ, эпӗ вара: «Ахальтенех Полесье хыр-чӑрӑшлӑхӗнче ӳсмен пуль ҫак эсӗ, санпа шӳтлеме чӑн та хӑрамалла», — шухӑшласа илтӗм ирӗксӗрӗх. Вырӑссен вӑрман ҫулӗ ҫинче тӑракан малти постне пӗтернӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн роти ял еннелле ыткӑнсан, Рудольф Митман советсен пӗчӗкҫеҫ «бандине», ӑнсӑртран ҫапса, темиҫе минут хушшинчех пӗтерсе тӑкма пулать, тесе шутланӑ. — Мӗншӗн апла? Дикарьсенчен иккӗшӗ ӗмӗрлӗхех пиратра юлма хатӗр пулатчӗҫ пулӗ. Сирӗн ӑна питӗ нумай калас килет, хӑвӑр хӑйне хӗрхенни ҫинчен, унтан тӗлӗнни ҫинчен калас килет: анчах эсир кӑна каласа пама сӑмах тупаймастӑр, сӑмах тупатӑр пулсан та, тупнӑ сӑмахӑрсем хӑвӑр кӑмӑлӑра ҫырлахтараймаҫҫӗ, вара эсир ҫак чӗмсӗр те ӑнланусӑр чаппа ҫирӗп чун хавалӗ умӗнче, хӑйӗн тивӗҫлӗхӗнчен вӑтанни умӗнче пӗр чӗнмесӗрех пуҫӑра таятӑр. — Лайӑхрах апат хушса пани пулать. Нимӗҫ сӑмахсене сыпӑкӑн-сыпӑкӑн татса, вырӑсла ыйтрӗ: — Что ты на-до? Кӑшт япӑха яр ҫеҫ — сиксе те тухать! Ӑҫтан кӑна вӑйӗ тупӑнать? Вӑл текех ҫиме ыйтас ҫук ӗнтӗ! Юлашки вӑхӑтра вӑл амӑшӗ ҫине чирлӗ асламӑшӗ ҫине пӑхнӑ пекех пӑхнӑ, ашшӗ вара, хӗрӗ тӗлӗнмелле хӗрача пулнӑ чухне мухтанаканскер, вӑл ӳссе ҫитӗнсен, унран хӑрама пуҫланӑ: вӑл темле хавхалануллӑ республиканка: кама хунине те пӗлме ҫук! тесе калаҫма пикеннӗ. Ҫурта ҫутинче вӗсем акӑ мӗн курчӗҫ: лаптӑк айӗнче тӗпсӗр шӑтӑк мар, пӗр ҫирӗм-вӑтӑр фут ҫӳллӗш тӑмлӑ чӑнкӑ вырӑн ҫеҫ иккен. Оленин ҫавӑнтах тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ, анчах тӗтреллӗ пулчӗ, пӗлӗтсем тусене ҫурри таранах хупӑрласа тӑчӗҫ. Унта ҫитме тепӗр икӗ сехетрен ытла каймалла мар тесе шутлатӑп эпӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче Том типӗтнӗ какай тата урӑх ҫимӗҫ те йӑтса хайхи вырӑна ҫитрӗ. Кӑвакарчӑнсене юрататӑн-и эс? «Эпӗр Ланкастер системипе вӗреннинчен те часрах вӗренетпӗр», — тенӗ. Ҫапла вӗсем хӑш чухне тул ҫутӑличченех киленсе ларнӑ, унтан алӑкран Тихон Вялов пырса шакканӑ, хуҫи ҫывӑрсах кайнӑ пулсан, ӑна вӑратнӑ та лӑпкӑн кӑна:— Киле кайма вӑхӑт, халех гудок пулать; сире рабочисем курсан — аван мар! — тенӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, парти вӑл — калама ҫук кирлӗ япала, ку манӑн юлашки сӑмах. — Эх, мӗнле капӑр тумланнӑ ачасем! — терӗ Назарка. — Лӑп та шӑп вӑрӑм аркӑллӑ уставшиксем, — вӑл вара, витлесе, салтаксем мӗнле утнине ҫул тӑрӑх утса кӑтартрӗ. Ла-Вьевиль пӗр минут пек шухӑшларӗ те ҫапла каларӗ: — Кунта принц кирлӗччӗ, Франци принцӗ, чӑн-чӑн принц… Калаҫнӑ хушӑра вӑл кунта темӗн вырнаҫтарса лартрӗ, гостиницӑсенче яланхи пекех, е поездра чухне те-ха, хамӑр пӗрле чух пур ҫӗрте те вӑл ҫапла ӗҫлетчӗ. Анчах Лушка, ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасӑр, Макартан ҫапла ыйтрӗ: — Мӗншӗн эсӗ ман хыҫҫӑн пытӑн вара? Эпӗ унтан илтнӗ юлашки сӑмахсем те ӳпкелесе каланӑ сӑмахсем пулчӗҫ… Анчах ҫавна аса илни карчӑкшӑн ытла та йывӑр пулнӑран вӑл хытӑ макӑрса ячӗ. Ҫывӑракан Сережа сӑмсипе купӑс калать. — Жамаис! — шанчӑклӑнах йӗкӗлтерӗ ана Олизар. Качча тухасси вӑл пӗр ӗҫ, эсӗ мана юрат, акӑ мӗн». Ман утас пулать. Утас та утас пулать. — Ҫук, Джон. Каймастӑр. О-о-хо-хо! хӑҫантанпа пурӑнатӑп эпӗ! йывӑҫсем пӗчӗккӗрен пысӑк пулса ҫитрӗҫ, касӑлса — хуралт пулчӗҫ, хуралчӗсем те кивелнӗ ӗнтӗ… пурте ҫак ман куҫ умӗнче пулса иртнӗ, эпӗ ак — ҫав-ҫавах пурӑнатӑп! — Шалтан ӑшӑтать! — терӗ Рыбин. Магеллан ҫав шыв кукӑрне пӑхмашкӑн икӗ карап ярать. Ашшӗ-амӑшӗсем ачисене ҫулталӑкра икӗ хут анчах пырса курма пултараҫҫӗ; курнӑҫнӑ чух вӗсен пӗрле пӗр сехетрен ытла тӑмалла мар. — Тӗрес, вуннӑ. Летчик сывлӑш свойствине, унӑн йӑлине лайӑх моряк шыв свойствине пӗлнӗ пекех пӗлмеллине те ӑнланса илтӗм эпӗ… Сире каласа пама шутлакан сӑмахсем пӗтӗмпех хам пирки пулаҫҫӗ, вӗсем Грант капитанӑн ҫухалнӑ йӗрӗсене тупма нимпе те пулӑшаймӗҫ. Кунӗ ҫапла пуҫланнӑ: унӑн хуҫи, столяр Лука Александрыч, ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ, хӗрлӗ тутӑрпа чӗркенӗ темӗнле йывӑҫ япалана хул айне хӗстернӗ те, кӑшкӑрнӑ:— Кайӑпӑр, Каштанка! — тенӗ. Колонна пит йӗркеллӗн, лайӑх организациленсе, совет чикки юписем ҫуммипе ирте-ирте, чике икке уйӑрса тӑракан ялсем тӑрӑх ҫӳреме тытӑнать. Хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫынсем темиҫен килсе кӗчӗҫ. И восстанет народ!.. — ӗненсе, ҫирӗппӗн те хаяррӑн юрларӗҫ ун хыҫҫӑн вӑйлӑ сасӑпа. Эсӗ пӑх-ха, хуняҫу пушӑ вырӑнтах мӗн туса тултарчӗ… Алексей Иванович мана ирӗксӗрех качча илесшӗн. — Хӑҫан таврӑнтӑн вара? — Вӑл тӗшмӗшлет, — тенӗ Уг-Глук. Феррари полковник сирӗн тусӑрсем сире ҫӗнӗрен хӑтарма тӑрӑшса пӑхасран хӑрать, ҫавӑнпа та вӑл ҫавна… Эсир каланӑ меслетпе пурнӑҫа кӗртме парасшӑн мар. Радуб суранӗ ыратнине туймарӗ, мӗншӗн тесен, хӗҫ ун шӑммине тивеймен. Этем этеме нихҫан та хӑйӗнне памасть, ухмахсем анчах ҫапла шухӑшлаҫҫӗ ӑна… Самантрах Роберт кӗписене ҫурса пӑрахрӗҫ. Ӗҫе пӗлсе туни кирлӗ! Вӑл Кассий Кольхаун хыҫҫӑн кайнӑ. Ҫав сӑмахсене Артур хытӑ сасӑпа, ҫилленсе каларӗ, вӑл ӗлӗк ҫынпа нихҫан та ун пек калаҫман. Тепӗр кунне Лиза ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӑраннӑ. Ун чухне вӑл шалт тӗлӗннипе шантарса калама та пултарайман, Огнянова урӑх курмашкӑн та ӑна май килмен. Эппин Огнянов халь те пулин тӗрӗссине пӗлмест иккен-ха, паян кунчченех ӑна пӗтӗм чунӗпе кураймасӑр тӑрать, тесе шухӑшларӗ вӑл. Панкратов ура ҫине тӑчӗ. Анчах ҫак цифра хӑш-пӗр вырӑнти условисене кура улшӑнма та пултарать. Мана вӑй пухмалӑх икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑрсан ҫитет. Кун пек каланине вӑл хӑй кӗтнин, учитель ӑна савни ҫинчен каласа парассин умсӑмахӗ тесе шутларӗ. Юлашки вӑхӑтра вӑл пачах ӗҫме пӑрахрӗ, ҫавӑнпа пӗр стакан шурӑ эрех ӑна анӑратсах ячӗ, уҫҫӑн калаҫас кӑмӑлне хускатрӗ. Хаклӑ Иван Павлыч, тен эпӗ вилни ҫинчен сарӑлнӑ хыпар сирӗн пата та ҫитнӗ пулӗ, анчах ку ҫырӑва шӑпах эпӗ хам ҫырнӑ, сирӗн Сашӑр». Сурах тирӗпе тата килте йӑваланӑ хулӑм тӑлапа чӑрканса ларнӑ йывӑр ҫын галлерея тӑрӑх ерипен те анса каясран хӑранӑ пек утнине курсассӑн, ун умӗнче лайӑх мар пек, намӑс пек туйӑнса каять. Салтаксем патнелле ҫаврӑнса, темскер кӑшкӑрасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах, тутине пӑчӑртса, малалла утрӗ. Салтаксем чӗнмеҫҫӗ. Эпӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та кӑвак сарафан тӑхӑнса янӑ, пуҫне чӑпар тутӑр ҫыхнӑ, пиҫсе хуралса кайнӑ аллине пӗчӗк ҫатан тытнӑ пӗр сакӑр ҫулти пӗчӗк хресчен хӗрачине курах кайрӑм. — Ӗҫ вӑхӑчӗ! — Мӗн каларӑн-ха эсӗ, мӑнукӑмҫӑм? Илтеймерӗм эпӗ, чӑн та! — ҫывӑхарах пырса та ывӑҫ тупанне хӑлхи патне тытса, ӑшлаттарчӗ карчӑк. Паллах, индеецсем мар пирки эпӗ иккӗленмерӗм. Пӑх-халӗ, — кит вӗт! Илтетӗн-и эсӗ, кулакла ҫӗлен? — Яков патӗнчен. Эпӗ ҫапла калатӑп: колхоз вӑл — хӑвӑн ирӗкӳпе тумалли япала, кӗрессӳ килсен — кӗр, аякран курассу килсен — аякран пӑхса тӑр. Эппин Аристотель — турра ӗненмен ҫын, ӑна хытӑ айӑпламалла! — тенӗ вӗсем. Сакӑ ҫинче аманнӑ офицерсем лараҫҫӗ, таянмалли туйисене вӗсем хӑйсен ҫумне хунӑ, — шупка сӑнлӑ та салхуллӑ вӗсем. Ытти енчен вӑл хӑйне ҫирӗн тытрӗ. Пуринчен ытла, эпир совет вырӑс ҫыннисене пӗлмен тата вӗсене ӑнланайман. Ун аллинче халӗ унӑн вӑйне пула аванланнӑ ҫӗр тата пилӗк ҫӗр пуҫ выльӑх кӗтӗвӗ пур. Нумай пулмасть кӑна Ирландири помещикӗн чури пулнӑскер, халӗ вӑл ирӗклӗ гражданин пулса тӑнӑ. Ҫав ята илтсен Артур шурса кайрӗ. Эпӗ кукамай хыҫҫӑн ним шарламасӑр, вӑл ан систӗр тесе пит хуллен утса пыратӑп: вӑл турӑпа, курӑксемпе, шапасемпе сӑмахланине ман кансӗрлес килмест. Таврана сарӑлнӑ хыпар тӑрӑх, унӑн арчисем шутсӑр нумай укҫапа, хаклӑ япаласемпе, бриллиантсемпе тата залога хунӑ япаласемпе тулса ларнӑ, анчах вӑл ытти ростовщиксем пек ӗмӗтсӗр пулман. Пурте куҫран ҫухалнӑ. Харпӑр килне-ҫуртне, ҫӗрне, нумай ҫулсем хушши пухса тунӑ пурлӑхне, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхне пӗтӗмпех пӑрахса хӑварса, ҫӑра тӗтреллӗ тӗттӗм каҫ пурте ялтан тухса тарнӑ. — Эсир мӗнле ҫакнашкал ир тухнӑ? Нимӗн хӑрамалли те пулман. Пӗлместӗп. Ку вӑл пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул. — Эсӗ сӑрт тӑрринче виҫӗ ҫул пӗрлешсе кайнӑ тӗле пӗлетӗн-и? Ӑна сутӑ тума Алексей — кахал, тӳрккес кӑмӑллӑ ача пулӑшнӑ. Географ ҫапла хавхаланса пынӑ ҫӗртех сасартӑк шикленсе кайрӗ, ӑна хӑйӗн юлташӗсем лашипе пӗрле ҫӗр ҫине михӗ пек ӳкнине асӑрхарӗҫ. Америкӑн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи йӑла ҫакӑн пек: ирхи апат ҫиме пӗтӗм ҫемье пӗр вӑхӑтра пуҫтарӑнмалла. — Пӑхӑр-ха, туршӑн та, мӗн тери оперативлӑ ӗҫлеҫҫӗ! — Ӑҫта пулать вара сирӗн ларӑвӑр? Те тӗрӗс, те тӗрӗс мар, ҫав ҫынна манӑн атте тесех шутлаҫҫӗ: пӗвӗпе вӑл атте ҫӳллӗш пулнӑ, тет, тумӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк, ҫӳҫӗ тем вӑрӑмӑш; ҫакӑ пӗтӗмпех аттене аса илтерет, пит-куҫне кӑна уйӑрайман, тет, путса вилнӗ ҫын шывра нумай выртнӑ пирки унӑн сӑнӗ йӑлтах улшӑннӑ. Кӗсье тӗпӗсене якатрӗҫ пулин те, укҫа шутне ултӑ пине ҫитерчӗҫ-ҫитерчӗҫех. Вӑл чуна кайса тивекен сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ, ку калама ҫук пысӑк асаппа кӑшкӑрни пулчӗ — ача амӑшӗ ҫеҫ ҫӑкӑн пек кӑшкӑрма пултарать. Акӑ иртнӗ вӗсем, малта — тир атӑ тӑхӑннӑ улӑп пек пысӑк ҫын… Рейкиявикӗн мӗн пурӗ те икӗ урам ҫеҫ, ҫавӑнпа кунта аташасси те, ҫынсенчен ҫул ыйтасси те ҫук, — хула икӗ сӑрт хушшинчи айлӑмра шурлӑхлӑ ҫӗрте сарӑлса ларать. Инсаров тӗлӗнмелле хӑлхаллӑ картуз тӑхӑннӑ, ҫакӑншӑн Шубин ҫав териех хӗпӗртерӗ. — Инсаров, Дмитрий Никанорович. Такам, ахӑртнех, Дениска пулчӗ пуль, Егорушкӑна ура ҫине тӑратрӗ те ҫавӑтса кайрӗ; утнӑ май ача куҫне кӑштах уҫрӗ, вара хӑйне чуптунӑ хура кӗпеллӗ илемлӗ хӗрарӑма тепре курчӗ. Санин тумланнӑ вӑхӑтра Эмиль унпа, — чӑнах та, хӑюллӑнах мар ӗнтӗ, — Джемма ҫинчен, вӑл Клюбер г-нпа хирӗҫни ҫинчен калаҫма пуҫларӗ; анчах Санин ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ, Эмиль вара, хӑйне ку ыйтӑва ҫиелтен те пулин тӗкӗнме юраманнине ӑнланнӑ пек кӑтартса, урӑх тапратмарӗ — сайра хутра ҫеҫ шухӑша кайса, пит-куҫне ҫирӗппӗн тытса тӑчӗ. Малти ретсенче йӑл кулнисем курӑнкаласа кайрӗҫ. Пӗччен кӑна юлсан вӑл кунӗпех, пурӑш пек, горницӑри пӗчӗк кӑмака хыҫӗнче ларнӑ-мӗн. — Реде пуҫ шӑммине кӑшт ҫавӑрсарах хучӗ. Калаҫу французла иккен; вӗсем иккӗшӗ те франци чӗлхине пӗр хӗрхенмесӗр пӑсса, кашни хӑй пӗлнӗ пек калаҫаҫҫӗ. Серёжа пачах улшӑнса кайнӑ. — Ҫавӑн пек вӑрҫӑра ҫӗнтертӗмӗр те, йывӑрлӑхсӑр мар ӗнтӗ, — терӗ вӑл, темле, тӗлӗннӗ саспа. — Ача сирӗн ҫинчен куҫне те илмерӗ. Паянхи Вена пачах урӑхла — кичем, тӑвӑр тата пылчӑклӑ. Пирӗн тӑвансене вӗлермеҫҫӗ-им вара? Ҫавӑнпа та вӗсем питӗ хӑраса ӳкнӗ. Том сад карти ҫумне пырса салхуллӑн чавсаланса тӑчӗ, хӗрача садра тата пӑртак тӑтӑрччӗ тесе кӗлтурӗ вӑл. — А, ну-кӑ, Бек, тепре, — чӑтса тӑраймарӗ Веткин. Унтан, сасартӑк, салхуллӑ усаллӑхпа ҫулӑмланса кайса, мӗнпур ӳт-пӗвӗпе туртӑнкаласа, вӑл калаҫма пуҫланӑ: — Хур турӗ мана хамӑн ӑраскалӑм! Юланутсем чӑнкӑ тӑвайккипе тӳремлӗхе хӑпарса прери тӑрӑх хӑвӑрт чуптарнине пӗлсен тин Фелим вырӑнтан тапраннӑ. Кӗвӗҫӳпе ҫурӑлса каять чӗре ман. Ҫапла тӑрантаратчӗҫ вӗсене приютра. Анчах эп ҫапла шутлатӑп: вӗсем пулсан пулӗҫ иккӗн е виҫҫӗн, унтан ытла мар. — Каяр! Туршӑн та, мӗн туса хутӑн эсӗ! — терӗ. Анна Сергеевна хӑйӗн ашшӗнчен пуян илемлӗхе килӗштерес енне йышӑнса юлнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫылӑхлӑ, ҫапах та ырӑ ашшӗне питӗ юратнӑ, вӑл та Анна Сергеевнӑна питӗ юратнӑ, унпала хӑйӗн тантӑшӗ пулнӑ пек кӑмӑллӑн шӳт тунӑ, ӑна пӗтӗмпех шаннӑ, унпа канашланӑ. Ара вӑл, вӑтам хресчен, колхоза кӗрсен те харпӑрлӑхӗнчен хӑпма пултараймасть-ҫке, хӑйӗн выльӑхнех епле те пулин лайӑхрах тӑрантарасчӗ тесе ӑшталанса ҫӳрет, ҫавӑн пек ҫын вӑл вӑтам хресчен!» — тенӗ пулӑттӑм. — Тӑван ҫӗршыва кураҫҫех вӗсем! — терӗ Гленарван. Ӗҫ пулать-и вара ҫакӑ? Вӑл ҫав тери пӑлханнӑ пирки, хӑй шыва кӗрсе кӑкӑр таран йӗпеннине те асӑрхаймарӗ. Ӑна сӑнаканнисем те, ҫавӑн пекех тата вӑл сӗтел хушшинчи кӳршисемпе калаҫса ахӑлтатса кулнине, нумай ҫинине, компанипе парк тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренине, крокетла вылянине, волейбол пӳскине ывӑткаланине курнисем те питех тӗлӗнмерӗҫ, вӑл вӑраххӑнтарах, сиккеленӗ пек утни ҫеҫ ӑна ыттисенчен уйрӑмрах кӑтартрӗ. Музыка итлесен, ҫав музыкине ҫыракан ҫыннӑн кӑмӑл-туйӑмӗ мӗнле пулнӑ, манӑн кӑмӑл-туйӑм та тӳрех ҫавӑн пек пулса каять. Вӗресе выртакан шыв ӑшне эпӗ термометр чиксе пӑхрӑм та, ҫӗр утмӑл виҫӗ градус вӗри пулнине пӗлтӗм. Каҫхине сире кӗтсе илме те, сирӗнпе ӗҫме те хавас. Акӑ мӗн, Мересьев: сире вӗҫме ҫӑмӑл мар! Ҫавӑн пирки эпӗ инструктора лектеретӗпех пулмалла… — Кирлӗ мар! — пӑшӑлтатрӑ амӑшӗ, ун ҫине куҫҫуль витӗр пӑхса. Хӗрарӑм палуба хӗрринче, пуҫӗпе канат купи ҫине тайӑнса ларнӑ. Вӑл макӑрнӑ. — «Тӗрӗссипе каласан, ҫаплах, ӗнтӗ». Кумӗ ҫакна каламан пулсан, Чуб килтех юлнӑ пулӗччӗ-и тен, анчах халь ӑна такӑшӗ юриех хирӗҫтерме тытӑнчӗ пулас. Анчах эпӗ часах хӑнӑхса ҫитрӗм ӑна. Катьӑна эрешменсемпе хӑратать, лешӗ вӗсенчен питӗ хӑрать; пирӗн ҫывӑх юлташсемпе Дубковпа, Нехлюдовпа питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ, пире те, хӑнасене те вӗҫӗмсӗрех килес ҫула палӑртнӑ планӗсене кала-кала парать. Кан-нальйӑ! Эпир Грушницкипе сӑмах вакламасӑрах ту ҫинчен антӑмӑр та пирӗн сар пике кӗрсе пытаннӑ пӳртӗн чӳречи умӗн бульвар тӑрӑх утрӑмӑр. Хӑйӗн кӗтессине пырса вӑл ура ҫинче кӗтсе тӑнӑ. Ҫав хыпар халь пӗтӗм Ольховкипех сарӑлнӑ ӗнтӗ. Бояркинӑн ӑна вӑхӑт ҫитмесӗрех сирӗлтерес килмест. Мансӑр пуҫне, тата виҫӗ ҫыннӑн янахӗ шыҫнӑччӗ, пӗрин ҫӗрсех кайнӑччӗ. — Эпӗ ҫапах та салтака каятӑп! — хуллентереххӗн, анчах ҫирӗппӗн каласа хучӗ Ефим. Хӑйсен чун-чӗрине хӑйӑракан асаплӑ пусмӑрӑн хӑрушлӑхӗ ҫине пӑхмасӑрах вӗсем каҫхи апат тума пурте пӗрле ларчӗҫ. — Эпӗ ҫакна ӗненетӗп. Пӗр турӑ пур — ҫитет. — Мери Джейн мисс, пирӗн мӗн тумаллине эпӗ сире калатӑп, вара, тен, Лотроп мистер патӗнче сирӗн вӑрах хӑналанмалла та пулмӗ. — Павел арча ҫинчен сиксе тӑрса, пӑс кӑларакан рычаг патне чупса пычӗ, ӑна икӗ хутчен пӑрчӗ, кочегарка стени хыҫӗнчи трубаран пӑс ҫырманалла чашкӑрса тухрӗ. Илемлӗ курӑнса выртакан симӗсрех сланецсем хушшинче тимӗр, пӑхӑр, марганец тымарӗсем тӑсӑлса выртнӑ ҫӗрте платинӑпа ылтӑн йӗрӗсем те палӑраҫҫӗ. Паллах, кусем нимӗҫсем. Вӗсем те ҫак ҫулпах килеҫҫӗ пулас. Куратӑр-и, миҫе тӗп задача лартатӑп эпӗ сирӗн ума… Хӗрпе каччӑ варрине тухса тӑрать, вӗсен хӑйсен асне мӗн килет, ҫавна пӗрне-пӗри такмакласа параҫҫӗ, ыттисем вара пӗр харӑс юрлама тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫине пӗрре пӑхсанах тавҫӑрса илме пулать: нимӗҫсем мӗн пулса тӑнине ӑнланса илеймесӗрех тарма тытӑннӑ, хӑйсене кашни тӗм хыҫӗнчех вилӗм сыхланине те пӗлеймен вӗсем. — Чӑнласах, манӑн иккӗ, мана кирлӗ мар. Айлӑм юнашарти юханшывсен шайӗнчен аяларах вырнаҫнӑ пулас, вӗсен шывӗ ҫак ҫӗре шӳтерсе тӑрать. Пӗрехмай хавильдарсем юнани, тыткӑнрисем ҫухӑра-ҫухӑра яни илтӗнсе тӑрать, хыҫалти ретсенчи чурасем малта пыраканнисен юнӗпе шӑварӑннӑ ҫӗр тӑрӑх утаҫҫӗ. Ҫавӑн пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: эпир аялалла мар, тӳрӗ йӗрпе ытларах пыратпӑр пулӗ, тетӗп. Чӑн малтан йывӑҫ тӑррисем хыҫӗнчен пӗрремӗш мӑшӑр — Совет Союзӗн Геройӗ Федотовӑн «пӗрремӗшӗ» тата вӑл ертсе пыраканнин «иккӗмӗшӗ» вӗҫсе тухрӗҫ те, аэродром ҫийӗпе ҫаврӑнса илмесӗрех ҫӗрелле анса, анлӑ хир тӑрӑх чупса кайрӗҫ. Коперник кӗнеки тӑрӑх вуншар ҫул хушши ирӗклӗнех вӗренме май пулнӑ, унпа усӑ курма чарман. — Пур… анчах сахал. Иван Никифорович та, ҫавӑн пекех, питӗ лайӑх ҫын. Унӑн картишӗ Иван Ивановичӑннипе юнашарах. Ман лаши таканланӑскер, анчах эсир йӗрсене паллама хӑнӑхман вӗт, сире вӗсене пӗлме хӗн пулать, типӗ кӗл ҫинче тата лаша йӗрӗсем пурте пӗрешкел туйӑнаҫҫӗ. — Наташа Поднебеско ҫак кунсенче ҫуратма тивӗҫ, тетӗп, — пӗлтерчӗ Лена тепӗр хут. Елена сасартӑк ун аллине ярса тытрӗ те вӑл каялла туртса илме ӗлкӗриччен ӑна чуптума пуҫларӗ. — Кам? — Вӗҫме кайнӑ пулӑттӑм. Санин ҫине пӑха-пӑха илчӗ; юлашкинчен ура ҫине тӑчӗ те, ытамласа илсе, амӑшне мӑйӗнчен чуптурӗ, амӑшӗ вара нумайччен ӑшшӑн кулчӗ. — Вӗрерӗ, — тенӗ кинӗ, тӑкӑнма хӑтланакан сӑмавара саппунӗпе шӑлса илнӗ те аран-аран сӗтел патне йӑтса ҫитернӗ, сӗтел ҫине хыттӑн антарса лартнӑ. Ҫак кӗпенех илер акӑ — ӑна йӑлтах африканецсен вӑрттӑн ҫырӑвӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ, пӗтӗмпех, кашни тӑмха таран, юнпа ҫырнӑ! Ах, мӗн тӑвас-ха ман? Кольхаун ҫав сӑмаха мӗнле тапратнинченех ыррине кӗтме пулман. Вӑл ун хыҫҫӑн чупса, ӑна хӑваласа ҫитрӗ те Мишель аллине тата тепӗр пашалу тыттарчӗ. Колчо йӑлт аптраса ҫитрӗ. Ку хыпар мана питӗ савӑнтарчӗ: вӑл мана унӑн ҫырӑвӗсене пичетлеме ирӗк парать. Хамӑр эшелона перекен тӑшман танкӗсем пӗр-пӗр пысӑк десантӑн пайӗ пулнӑ пулмалла ҫав. — Аван лекнӗ сана, ачам! — терӗ Пӑван унӑн суранне курткӑпа вараланасран хӑйӗн сӑмса тутӑрӗпе ҫыхса. — Питех те аван! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Элен. Пиллесе, халӑх ҫийӗн ҫӗклесе тытнӑ вӑл аллисене. Ҫакна пула вечер иртичченех ним чӗнмесӗр пӗр вырӑнта тӑтӑм. Аллисене кӗсъисем ӑшне тата сарлака ҫурӑмӗсем хыҫнелле пытарса, ун йӗри-тавра юлташӗсем кӑшӑл пек тӑраҫҫӗ, ун пӑхӑр тӗслӗ пичӗ ҫине сиввӗн пӑхаҫҫӗ, сывлӑшра хуллен ярӑнакан аллине астуса, чиркӳре клиросра юрланӑ пек, чаплӑн та лӑпкӑн юрлаҫҫӗ. Ку ӗнтӗ тӗрӗсех пулнӑ. Кил кунта, хыпашласа пӑх мана, ӗненместӗн пулсан. — Ну, профессор, кӗрӗр, кӗрӗр, — терӗм ӑна эпӗ. Кунта хӗр ҫӳремелли вырӑн мар. Портра майӗпен шӑпланса пырать; урамсенче хунарсем ҫутрӗҫ; хула ҫап-ҫутӑн ялкӑшма тытӑнчӗ. Кунта та, трон умӗнче тӑнӑ чух, пӗр-пӗрне ӳпкелешмесӗр те кӳрентермесӗр чӑтайман вӗсем. Дворянсем кавар тӑваҫҫӗ, патриотсен урисене тӑхӑнмалли ҫук, ҫара уран ҫӳреҫҫӗ. Аяларах, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ тӗлте, хӑйӗн миллион ҫутипе тӗттӗмре хула ялкӑшать… — Ача-пӑчасем ӑна, ют садсем тӑрӑх ашкӑнса ҫӳреҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ Ольгӑна хайхи хӗрарӑм. Ҫыру ҫыр-ха ӑна, виҫ сӑмах та пулин пӗлтер ҫакӑнтан тухса кайиччен, хаваслантар ҫав мӗскӗне. Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн йӑлт шурса кайрӗ, тӑнлавӗнче юн тымарӗ хӑпарчӗ — тем те пӗр шухӑшне илчӗ ӗнтӗ вӑл. Яла тӑрса юлнӑ арҫынсем пирки вӗсем хурлансарах шӳт тукаласа та илеҫҫӗ: — Мӗн арҫын майӗ пултӑр вӗсен? Апатлантӑмӑр, анчах мӗнешкел начар апат! Маншӑн пулсан, виноград купӑстаран та начартарах. Варламовӑн пит-куҫӗнче те, кӗлеткинче те ҫынна пӑхӑнса пурӑнакан пӗчӗк этемӗнни пек палӑрӑмсем вара кураймӑн. Пӗрре каҫхине, тӗттӗмленсе ҫитсен, Ҫӑрттан патне хура тутӑрпа пӗркеннӗ хӗрарӑм лӑпкӑн пычӗ те сӑмах чӗнмесӗр чарӑнчӗ. — Кам пӗлет, тен, вӗсем, ман сурана курсан та ҫавӑн пекех кулма тытӑнӗҫ, ҫитменни ҫине мӗн те пулин калӗҫ-ха тата, — шухӑшласа илчӗ те штабс-капитан, барабанщик сӗнӗвне пӑхмасӑрах каялла ҫаврӑнса рота патнелле утрӗ. Андрей чӗнмесӗр тӑчӗ. Владимир хӑйӗн шанчӑклӑ Терешкине, тӗплӗн ӑнлантарса, Некарадовона тройка кӳлтерсе янӑ. Хӑй пӗчӗк ҫунана пӗр лаша кӳлтерсе кучерсӑрах Жадринӑна кайнӑ. Икӗ сехетрен унта Мария Гавриловна та ҫитмелле пулнӑ. Томӗ тата ӑҫта-ха? — Пирӗнтен хӑшӗ сыснарах пулни паллӑ мар-ха вӑл! — кӑшкӑрчӗ те Полина, ачалла кулса ярса, тепӗр хут каларӗ: — Сыснарах, айӑплӑрах — пӑтрашса кайрӑм! Ҫапла кирлӗ! — кӑшкӑрчӗ Твороженков, балкон ҫине чупса тухса, Лена хӑй ӗҫне туса пӗтернӗ пек, вӑл ӑна аяккалла сирсе ячӗ те, ҫав вӑхӑтрах алӑк патнелле тӗке-тӗке, Воропаева хӑй ыталама, чӑмӑртама тытӑнчӗ. — Ҫапах та йывӑҫ ҫирӗп, ҫӗр ҫула чӑтать. — А эсӗ мӗншӗн ҫапӑҫатӑн? — ӳпкелесе каларӗ вӑл. Кунта пирӗн текех ним тумалли те ҫук. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ман ҫине эпӗ хам Илинька ҫине пӑхнӑ евӗрлӗрех пӑхать, кӑмӑла килмесен те манӑн ҫакна йышӑнасах пулать. Анчах ӗҫӗ унта мар-ха. Класс пӳлӗмӗнче Карл Иваныч йӑлтах урӑхланать: ӑса вӗрентекен ҫын пулса тӑрать. Арӑмӗ те — хӑй пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут пулас — Алексей майлӑ тӑрса, нихҫанхи пек те мар ҫирӗппӗн каланӑ: — Аван мар, Петр Ильич, хуть те хӗне мана, анчах — аван мар! Сана Горева операци тутӑр тата… — Сӑмах майӗн каласан, эсир Джиованни Боллӑпа юлашкинчен хӑҫан тӗл пултӑр? — ыйтрӗ сасартӑк полковник. Леш ҫӳлте асӑннӑ вӑрӑ-хурах Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов дворянин шельмӑланса вӗсемпе пӗрле килӗшӗве хутшӑннӑ. — Пӗлетӗн-и, — калаҫма пуҫларӗ амӑшӗ чӗтрекен сасӑпа, — Михаил Ивановича хӗнерӗҫ… Ларусем тинкене кӑларчӗҫ. — Вӑл ҫавӑнтах уҫҫӑнрах калаҫма пуҫларӗ, унӑн тӗксӗм пит-куҫӗнче кулӑ палӑрчӗ. — Ну, Стручков мӗнле, ӑҫта вӑл халь? Маякин хӗрӗ ҫине шикленсе пек пӑхнӑ, лешӗ нимӗн те чӗнмен. — Вӑл каллех аяккалла пӑхрӗ. Пӑр хускалчӗ. Ҫавӑнпа вӑл чӗнсенех эпӗ ун кабинетне васкаса утрӑм. Егорушка та салтӑнчӗ, анчах ҫырана аялалла анмарӗ вӑл, чупса пырса, шыва хӑлаҫ ҫурӑран ҫӳлтен сикрӗ. Володя вара хӑй ним тӗшне тӑман этем иккенне туйса, ҫакна пула пӗтӗм чун-чӗререн тӑвӑнса ҫитсе, часовойран батарея командире хӑш ҫуртра пурӑннине ыйтса пӗлчӗ те вӑл пурӑнакан ҫурт умне пырса тӑчӗ. Унтан вара ҫав ультиматума ятарласа уйӑрнӑ посол урлӑ тӑшманлӑ патшалӑхӑн пуҫлӑхне параҫҫӗ, имӗш. — Апла пулсан, сирӗн шутпа айван ҫынпа ӑслӑ ҫын, ырӑ ҫынпа усал ҫын хушшинче те уйрӑмлӑх ҫук пулать? Вӑл Санинпа пӗрле гостиницӑна таврӑннӑ чухне «тӗрӗс тус» е «мӑнтӑркка», пуҫне яланах тӑхӑнакан фескине тӑхӑнса, апат лартнӑ сӗтел хушшинче ларнӑ. Вӑхӑтра сӑмавар вӗретсе пама е тумтирне тасатса пама ӗлкӗрмесен — ҫиленет! — Княҫе пар, — терӗ Калугин. Хама пӗр чарӑнмасӑр ҫӳреме хушакан декретсемпе правилӑсене йышӑнмасӑр тӑратӑп-им? Вӑл — ашшӗ. Ну, кунталла пӑх-ха, — каш-шеварррр! — мӗкӗрсе янӑ вӑл. Чи малтан кунта пӗр мыскараҫӑ килсе кайрӗ. — Стоян пиччене тупаймарӑнни? Стефчов каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хресчен хӗрарӑмӗ иккенне асӑрхарӗ. Ларсамӑрччӗ, тархасшӑн. Тен, Иван Николаевича чӗнмелле? Эпӗ астӑватӑп, вӑл тӑлӑхскер пулнӑччӗ; амӑшӗпе ашшӗ унӑн тахҫанах вилнӗ, хӑйпе тӑванӗсем пулман, пӗр сакӑр ҫултанпах вӑл ют ҫынсем патӗнче пурӑнатчӗ. Мӗнле кӑна хӗрччӗ вӑл! Епле-ха пуҫтарса хумарӗ вӑл сире? Пӗтӗмпех хуйхӑ ҫапса хуҫнӑ старикӗн сассинче темле йӑвашлӑх палӑрнӑ. Мӑлатукӗ тата ыйтса пӗлесшӗн пулнӑ пекех: «Эсӗ чирлӗ-и, чирлӗ-и, чирлӗ-и? Эсир аҫӑрпала иксӗр те аванскерсем, пӗле-етпӗр! — Савнӑ пепкемӗм! — ҫемҫелсе кайса тӑтӑшӑн сывланӑ аппӑшӗ. Анчах Катя ӗмӗрлӗхех хамӑннине, эпӗ унӑн пулнине ҫирӗппӗнех калама пултаратӑп! — Мӗншӗн-ха, ырӑ ҫыннӑм? Хоуик шлюпка тӗпне сирпӗнсе анчӗ — кимме ҫапла вӑйлӑ чӗтретрӗ кит. — Хоуик! Хӗрӗ вӑл — хӑйне майлӑскер. Пирӗн пӗр сехет хушшинче 800 километр вӗҫекен реактивлӑ мар самолетсем пур. Ҫавӑн пек самолетсемшӗн 384 пин километр нимӗн те мар. Шутласа пӑхар-ха акӑ. Стоп! Унта та кунта, ҫурма хупланнӑ шыв ҫулӗсем пулнӑ ҫӗрте, хӑйӑртан бароксен тутӑхнӑ аякӗсем тӑртанса выртаҫҫӗ. Хырсен кӑтра пуҫӗсемпе шӗвӗр чӑрӑш тӑррисем хӗрелсе ҫуталнине кура, пуҫланнӑ кун янкӑр уяр та шартлама сивӗ пуласса пӗлме пулать. Часах керосинка ҫунма тытӑнчӗ, примус чашлама пуҫларӗ. Алӑка хуралҫӑ хупма маннӑ пулмалла. Ҫавӑн пек паллӑ пур: чӑх чӗпписем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫе-вӗҫе ларсан, ҫумӑр пулать, тет, кайӑк чӗпписем те ҫавнах пӗлтереҫҫӗ пуль. Ҫавна эпӗ маннӑ пулӗ тесе шутлатӑр-и эсир? Капитан каллех хавхаланса кайрӗ те, мӑнкӑмӑллӑ сасӑпа вырӑнтан тапранма хушрӗ. Малтан пуҫна тай та, реверанс ту. Вӑл Монтанеллин кӑранташпа ӳкернӗ портречӗ пулнӑ, ӑна вӑл темиҫе кун каярах Римран ярса панӑ. Ҫӳҫӳ вара сан… Ӑнлансамӑр, Джим пӗччен юлнӑ чух ӑна пирӗн пурпӗрех ҫыхса хӑварма лекет, мӗншӗн тесен ун патне кам та пулин килсе тухсан, ун ҫывӑхӗнче никам та ҫуккине курсан тата ӑна ҫыхман та пулсан, вӑл таркӑн негр иккенне ӗненмен пулӗччӗҫ. Ку ӗнтӗ тахҫан манӑҫнӑ иртнӗ пурнӑҫчӗ, анчах вӑл, Вышимирский хӑй инкекӗн историне каласа панӑ май, ман умма каллех майӗ-майӗпен тухса тӑра пуҫларӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗ пит паллӑ та хӑюллӑ, аялти тути кӑшт тулалла таврӑнса тӑрать, сӑмси ӑмӑрткайӑк сӑмси евӗрлӗ (курпун), пичӗн тӗсӗ сарӑ-симӗс, кӗлетки яштак, аллисемпе урисем пит килӗшӳллӗ, пӗвӗ пысӑк та чаплӑ, хӑй кӗрнеклӗ хуҫкаланать. Хӑй кузов тӗпне ларчӗ те, аманнӑ ҫын пуҫне хӑйӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫине вырнаҫтарчӗ. Амӑшӗ унӑн сӑмахӗсене сайра ӑнланчӗ, анчах та вӗсене лӑпкӑн ӗненсе каланӑ пирки — ҫав сӑмахсем ӑнланмалларах пулса пычӗҫ. Джим ҫухалнӑ! — Ну, Кондратько юлташ, кулаксем пур-ҫке-ха… класс кӗрешӗвӗ… Аван мар тухрӗ сире… Халӗ вӑл ӗнерхинчен чылай сахалтарах пакӑлтатать, улпут ҫине шӑтарас пек витӗр пӑхать, татӑклӑ та уҫӑмлӑ ответ ларать. Пурте-пурте вара ҫаксем тулаш формӑпа, кастӑн шарлаттанла паллисемпе, тахҫанах сӗвӗрӗлнӗ кулӑшла йӑла-йӗркесемпе хупӑнса, витӗнсе ларнӑ. Хӑйне пачах килӗшмен васкавлӑхпа Яков Лукич Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса пӑрахрӗ. Истори туземецсен пысӑк паттӑрлӑхне нумай тӗслӗхсемпе кӑтартса парать. — Гренланди, — терӗ вӑл. Чи малтанах ку сӑмаха Сковородников старик, унтан Даша инке, унтан вара хамӑр килхушшинче пурӑнакансем пурте калама пуҫларӗҫ. Ача чухне кӑвакарчӑнсем манӑн хамӑн та пулнӑ, факт. Половцев пукан ҫине ларчӗ, хӗҫне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, аллисемпе хӗҫ ҫине тӗренсе, пуҫне усрӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ. Вӑл хашлатса йывӑр сывлани, сӗтел ҫинче унӑн кӗсьене чиксе ҫӳрекен пысӑк сехечӗ шаккани ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Курӑнакан ӗҫсем хыҫӗнче куҫа курӑнманнисем пытанса тӑраҫҫӗ: пирвайхи иккӗмӗшне хупласа хурать. Хо! Белецкий тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен, намӑссӑр та ҫав вӑхӑтрах питӗ йӗркеллӗ пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартсаччӗ… Килелле вӑл кичеммӗн, ывӑннӑн утса кайрӗ. Питӗ, питӗ аякри курӑнать. Кӑнтӑрла вӑл пилӗк-ултӑ сехет ҫывӑрчӗ, ҫак кӗске ыйхӑ та ӑна лайӑх кантарчӗ пулас — вӑл ытлашши ывӑннине туймарӗ. Телӗрсе кайнӑ пек пулнӑ Дубровский ҫӳҫенсе илчӗ Хӗрӗн аллине ҫӗклерӗ те вӑл, унӑн пӳрнине ҫӗре тӑхӑнтартрӗ. — Елена Николаевна… мӗн эсир капла, — мӑкӑртатрӗ Берсенев. Таблицӑсене юри хатӗрленӗ астрономи календарӗсенче пичетленӗ, ҫакӑн пек календарь кашни карап ҫинчех пулнӑ. Халапсенче ҫав саманана «ылтӑн ӗмӗр» теҫҫӗ. Мӗн чухлӗ вӗри куҫҫуль юхтармасть-ши старик хуралҫӑ пушши Бат ҫурӑмӗ ҫинелле шӑхӑра-шӑхӑра ансан! Вара эпӗ ӑна ҫав карапа ман евӗрлӗ ҫынсемех туни ҫинчен каласа патӑм. Стена леш енче икӗ хӗрарӑм юнашар выртаҫҫӗ, вӗсене персе вӗлернӗ. Дубава пӗр эрне ӗнтӗ унта пурӑнать. Ку сентябрь уйӑхӗнче пулчӗ. Кухньӑра никам та ҫук. Ун пек пулнӑ пулсан, эпӗ эсӗ килтен тухса тарнӑшӑн та, ҫавӑн чул усал тунӑшӑн та кулянмастӑмччӗ. Унтан аллине лупа вырӑнне хӗрес тыттар, кӗске йӗмпе куртка вырӑнне римлянсен вӑрӑм тумтирне тӑхӑнтӑр та — сан умӑнта каснӑ лартнӑ пӗрремӗш ӗмӗрти христианин сӑн-пичӗ пулса тӑрать. Тӑна кӗнӗ самантсенче мустангер ӑнланнӑ: ҫакӑ пурте чирлӗ ҫынӑн шухӑшӗ выляни ҫеҫ пулнӑ. Шыва кӗнӗ чухне хумсем ҫинче ярӑнса ишес тесе мӗн чухлӗ кӑна кӗтмен-ши эпӗ ӑна! Эс ӗҫле, Болгарие ирӗке кӑларах, эпир сан Рада Госпожинӑна патша майри тӑвӑпӑр». Каллех тапак хутаҫҫи кӑларса, Андрей хуйхӑрса каларӗ: — Ӗҫсем начар! Ку капанра хуран пуҫсемпе хура ҫӗленсем туллиех пулмалла. Воропаев мӑнкӑмӑллӑн аллине сулчӗ. Сывлӑшра пусса лапчӑтнӑ виноградӑн тутлӑ сӗткенӗн шӑрши кӗрет. — Урӑх вӑхӑтра пысӑк реформӑсем тума хальхи пек лайӑх условисем пулас ҫук. «Дунканӑн» мӗскӗн матросӗсем… — Ҫапла, — терӗ Джон шалти сасӑпа, — вӗсене ҫӗр ҫине кӑларманни курӑнсах тӑрать. Вӗсенчен пӗри те чӗрпуҫӑн юлман иккен. Малтан аялтан кайса, ҫӑра вӗт вӑрман витӗр тухсан, вӗсем тӑвайкки патне пырса ҫитрӗҫ те ҫӳлелле улӑхма пуҫларӗҫ. Вӑл килмен пулсан, урӑххи кам та пулин килетчӗ. Пуҫ ҫинчи лентӑсем мӗнле тата! — Ну, мӗн эсӗ, Никита, сурӑх хыҫне ҫыпҫӑннӑ куршанак пек ман ҫумма ҫулӑхрӑн тата? — Эсӗ шӑранса каясран хӑратӑн-и вара? Экипажран малтан генерал тухса силленсе илчӗ, ун хыҫҫӑн полковник анса хӑйӗн шлепки ҫинчи султанне майларӗ. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫинче, хамӑн ҫул урлӑ мӗнле те пулин ӳсӗр кӑркка аҫи тӑтӑр тесе, ҫакӑн чухлӗ пурӑнса ирттермен. Юрату ӑна-куна тиркесе тӑманнине пӗлместӗр-им эсир? Челкаш лӑпланчӗ. Ҫак сӑмахсене хирӗҫ Инсаров ним те каламарӗ. «Каҫарӑр, пируссемпе сигарӑсем ҫук», тесе Берсенева чӗлӗм туртма сӗнчӗ. Кӑшт мӗн те пулин пулсанах, — ҫурта пек ҫунма тытӑнатчӗҫ. Унӑн пуҫӗшӗн хак панӑ. Мэри те илтрӗ!.. Катя ман ҫине кӑмӑлласах пӑхрӗ курӑнать-ха… Унсӑр пуҫне тата, — терӗ вӑл пӳлӗмри ҫынсем ҫинелле пӑхса, — мӗскерле те пулин правилӑсем пулни кирлӗ вӗт. — Юлташсем, лӑпланӑр! — терӗ капитан. Илья хӑш вӑхӑтра ҫитӗнсе ҫитнине вӑл темле асӑрхаймасӑр юлчӗ. «Лиллибуллеро» кӗвви чарӑнчӗ. Эпир сӑмсах тавра ҫаврӑнса вӗсене курми пуличчен кайрӑмӑр, вӗсенчен пӗри хӑйӗн шлюпки ҫинчен анчӗ те утрав варринелле чупрӗ. Эпӗ сунара каймарӑм. Теприсем хӗҫӗсемпе пӑшалӗсене тем пек илемлетсе пӗтернӗ, вӗсемшӗн пансем питӗ хаклӑ тӳленӗ ӗнтӗ. Ляхсем ытти енчен те чаплӑ пулнӑ. — Арне Сакнуссем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче, — пур ҫӗрте те Арне Сакнуссем! Бенедикт пичче, ӑна тытас тесе, аллине ҫӗклерӗ, пӗтӗм вӑйран пӳрнисене пӑчӑртарӗ, вара — хӑй сӑмси вӗҫне ярса тытрӗ… — Авланма! — терӗ вӑл. Кирек епле пулсан та, вӑл сывалать, ҫавӑнпа та унпа килӗштерме йывӑрланса пырать. Ҫак самантра Петруҫ хӑй ун патне чупса пычӗ, крыльца ҫинче Макҫӑм кӗлетки курӑнса кайрӗ. — Темӗнле доктор Ливсине юрас тесе сквайран нимӗн те чӗнмелле мар-им вара? — терӗ вӑл. — Шӑп пул! Хамӑр алла ҫакланнӑ ирсӗрсене допрос тунӑ-и? Ҫемҫелнӗ кӑмӑл пӑсӑлчӗ, турра хытӑ ӗненнин туйӑмӗ те пӗтрӗ, ҫапах ҫак туйӑма курнӑшӑнах, йӑмӑхтаракан хӗвел ҫутинче урамсенче пур ҫӗрте те халӑх кӗшӗлтетнине пӑхмасӑр, — ҫул тӑршшӗпех савӑк ларса пытӑм; анчах киле ҫитнӗ-ҫитменех ҫак туйӑм йӑлт ҫухалчӗ. Манӑн лавҫа тӳлеме хӗрӗх пус укҫа пулмарӗ. Уэлдон миссис час-часах Дикпа канашларӗ. Ман ҫурта ултҫӗр тӳшек турттарса пычӗҫ те, хӗрӳ ӗҫ пуҫланса кайрӗ. Ҫӗр аллӑ тӳшекне пуҫлӑ-вӗҫлӗ сыпса тата ҫума-ҫумӑн пӗрле ҫӗлесе, тӑршшӗ те, урлӑшӗ те мана ҫителӗклӗ пӗр тӳшек турӗҫ; ҫавӑн пек тӑватӑ тӳшеке пӗр-пӗрин ҫине хурса сарчӗҫ; ҫапах та эпӗ ҫывӑрса пурӑннӑ хытӑ чул урай ҫакӑнпа нумаях ҫемҫелеймерӗ. — Эпӗ сире кӗтсе тӑратӑп… Эсир киле яланах ҫак тӑкӑрлӑкпа кайнине пӗлетӗп эпӗ. Эпӗ португали чӗлхипе калаҫнине илтнӗ хыҫҫӑн матроссем манран тӗлӗнсех кайрӗҫ. Марин пичче ун виллине хӳтлӗхе ҫӗклесе кайрӗ, унта ӑна ыттисем илӗҫ те хулана ҫӗклесе кайӗҫ, тесе шутларӗ вӑл. Ача ӑна кашни ирех хӑй аллинчен тӑрантаратчӗ те, кайӑк яланах хӑйӗн ҫӗн тус-хуҫи хыҫҫӑн ҫӳретчӗ. Пӳртре сивӗччӗ, кантӑксене ҫумӑр ҫапса тӑчӗ, ҫак тӗттӗм каҫ унӑн пӳрчӗ тавра сарлака хӗрлӗ питлӗ, вӑрӑм алӑллӑ, куҫсӑр кӑвак кӗлеткесем ҫӳренӗн туйӑнчӗ. Ҫук, урӑххипе, хамшӑн ют ҫынна калаҫнӑ чух урасене пӗрле тытман эпӗ тата темӗскер каланӑ. Пире хирӗҫ император хӑйне ҫывӑх ҫыннисемпе тухнӑ, анчах аслӑ улпучӗсем, ӑна хирӗҫ карах тӑрса, его величествӑна ман ҫине хӑпарса хӑйне хӑрушлӑх тума паман. Миките тилхепене алла илнӗ те тапратмасӑр тытса кӑна пынӑ. Хулара ҫаплах тӗттӗм те шӑплӑхчӗ, эпир хамӑр вара телейсӗр те харсӑр пӗчӗк ҫынсемччӗ, умра — хӑрушӑ та палӑрми пурнӑҫчӗ… Анчах мана ҫакӑн пек юн юхтарни усӑллӑ та. Донбасс шахтерӗсемпе, Ворошиловпа пӗрле вӑл 1918 ҫулта казаксен контрреволюциллӗ восстанийӗсем хыпса илнӗ хуторсем витӗр пырса, Царицын еннелле ҫул тытнӑ… Пирӗн, чӑнах та, пӗчӗк кимӗсем пурччӗ, экипажӑма парашютпа сикме ҫеҫ хушмаллаччӗ. Пӗтем ӳт-тир кӑвакарса, юнӑхса ларчӗ. Вӑл ҫав тери ӑшӑ кӑмӑллӑ, каҫарма та, хӗрхенме те юратать. Шутласа пӑх-ха эсӗ: эпӗ ҫуралнӑранпа та пӗр хитре хӗрпе алла-алӑн тытӑнса ҫӳремен, хамӑн вара вилес вӑхӑт та нумай юлмарӗ». Эпӗ хама юпа ҫумне ҫыхса хунӑ вӗренсене татас тесе кӑлӑхах тапаҫлантӑм… — Мӗн, чуна кайса тиврӗ-им? — ыйтнӑ Саша. Эпир сывлӑх сунаттӑмӑр. Ҫынна хӗтӗртсе ҫухӑрать хуткупӑс, ун сассийӗ янӑраса ҫеҫ тӑрать, шӑнкӑравӗсем шӑнкӑртатаҫҫӗ; бубен сӑранӗ темле ассӑн сывласа илнӗ пек, йывӑр сасӑ кӑларса тӑрать; ӑна итлеме лайӑх мар: ҫын ухмаха кайнӑ та, ахлата-ахлата, хытӑ макӑрса стена ҫумне ҫамкипе ҫапӑннӑ пек туйӑнать. Мӗнпе сухалӗ вӑл, мӗнпе акӗ? Вӗсемсӗр пуҫне тата эпӗ самаях пысӑк ҫуйӑн тытрӑм, Джим ӑна хӑйӗн ҫӗҫҫипе тасатса ӑшаларӗ. Хуть те мӗн тӑвӑр та, хуть ҫилленӗр, хуть ан ҫилленӗр — эсир камсем пулнине пӗлме эпӗ сире района ӑсататӑпах. Кун хыҫҫӑнах хӑйӗн ҫинчен вунӑ пӑт йывӑрӑш япала сирсе пӑрахнӑ пекех туйӑнчӗ: Иван Яковлевич йӑл кулса илчӗ. Вара эпӗ те вӗсемпе пӗрле хам кайма килӗшрӗм. Шӑл та — ҫаксене пӗтӗмпех Сашенькӑна кайса кала. Эс мухтанӑ тӗлӗнмелле ҫын пӑчланса ларчӗ. Алексей хӑй те пыра тем капланнине туйрӗ, унӑн ҫак самантрах гимнастёрка кӗсйинче выртакан ҫырусене кӑларса пӑхас килчӗ, вулама мар — ҫав тахҫанах пӑхмасӑр калама вӗреннӗ йӗркесем ҫине пӑхса кӑна илес килчӗ тата ҫаран ҫинче ларакан ҫинҫе пилӗклӗ хӗр ҫине те пӑхасси килчӗ. Кӗҫӗн офицерсем, чӑн-чӑн шкултиллех, занятисене кая юла-юла ҫитнӗ, ҫакӑншӑн хӑйсене лекмессине пӗлсен, вӗсенчен майӗпен-майӗпен шӑпӑрттӑн туха-туха шӑвӑннӑ. — Так точно, господин полковник! Вӑрҫӑра та пултӑм, вӑрҫӑра пулмасан, мӗнле тата? Эсир, тархасшӑн, ан кӳренӗр, кунта ӗҫ эпир сире шанманнинче мар, анчах пирӗншӗн пит пысӑк пӗлтерӗшлӗ операцие тӗп тума право ҫук пирӗн, — ӑнлантарса пачӗ Бойко-Глухов, Нагульнов та курнӑ хӗрлӗ кӗнекине кӗсьене чиксе. — Асту! Итлетӗп пулӗ Мускав сӳпӗлтетнине! — мӑкӑртатса илчӗ поручик. Аманнисене тиенӗ лавсене курнипе тата салтак каласа панине итленӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн чӗри темӗнле йывӑррӑн, ӳркенсе тапнине, шухӑшӗсем пӑтрашӑнса кайнине туйрӗ. Ҫитменни ҫине аякра илтӗнекен бомба ҫурӑлнӑ сасӑсем ирӗксӗрех салтак каланӑ сӑмахсем чӑн иккенне ӗнентереҫҫӗ. Унтан кукамая тин ҫуралнӑ ачана кӑтартма ертсе каяҫҫӗ, эпӗ таса мар чей чашкисене сӗтел ҫинчен пуҫтаратӑп, хуҫа шухӑша кайса хуллен мана калать: — Лайӑх карчӑк, сан кукаму… — тет. — Эсӗ, Саня, мана ӗненмессе те пултаратӑн, — терӗ Катька чӑннипех, — анчах та эпӗ тӳррипе калатӑп, вӑл йӗрнине хам куҫӑмсемпе куртӑм! Анчах мӗнле утрав? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Ахӑртнех! Ҫӗр патнерех ҫывхарнӑҫем пысӑкланса пыракан ҫав кӑварлӑ ҫаврашка ҫӑра та хӗрлӗрех тӗтрепе хупланса юрлӑ тӳремлӗх хыҫне пытансан, суккӑрӑн сӑн-пичӗ лӑпланарах парать, вара вӑл хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнатчӗ. Тӗслӗхрен, халӗ эпир ҫывхарса пыракан Сапун-тӑва вырӑссем епле штурмлани пирӗн халӑхӑн чунне чылай тарӑнрах уҫса панӑ пулӗччӗ сире, тесе шутлатӑп эпӗ. Халӗ вӑл, йӳҫсе ҫитнӗ чӗрипе, чунӗ ыратнипе туртӑннӑ питлӗскер, сукмак тӑрӑх хӑвӑрттӑн каллӗ-маллӗ утса ҫӳрет. Ҫавӑн пек чух ытти ҫынна курас пулсан, хӗрачан вилсе каяс пек сехри хӑпнӑ пулӗччӗ, анчах вӑл Огняновран хӑрамасть; Анчах нимӗн тума та ҫук. Эсӗ хӑвна ху ҫирӗп тытни мана питех те килӗшет. Пӗлетӗр-и, э? Ҫӗрле сахалрах ҫывӑрччӑр, хутор тӑрӑх шӑппӑн та вӑрттӑн ҫӳреччӗр, ҫивӗч пӑхчӑр. Ҫак чуна ыраттаракан ыйту татӑлсан, иккӗшне те ҫӑмӑлтарах пулӗ. Паянхи ӗҫсем хыҫҫӑн вӑл унпа хӑйпе пӗр тан ҫын пек калаҫма пултарнӑ. Йытти пит хитреччӗ!.. Анчах та вӗсем, хӗрарӑмсем, хирти тислӗке сапаласа тухма ӗлкӗрнӗ-ши-ха? Амӑшӗсем ӑна ҫапла туяҫҫӗ те, хӑшпӗр чух сӑмахпа та асӑрхамасӑр ҫаплах каласа яраҫҫӗ. Ҫакна курас мар тесе, Уэлдон миссис куҫне хупрӗ. Севастопольре хӑҫан пулнӑ?.. Вӑл каласа пани хӑйӗн тӑван ҫӗрне выҫлӑха пула пӑрахнӑ мӗнпур эмигрантсен историйӗ пулчӗ. — Африкӑра, — тавӑрчӗ Бенедикт пичче. Унтан вӑл телейлӗ питне, хулӑн та хӗрлӗскерне, ҫӳлелле ҫӗклесе, шилӗкри рупор патӗнче хатӗр тӑракан капитана:— Хускат, Петруха! — тесе кӑшкӑрнӑ. Питӗ лайӑх тумланма хушрӗ те. Ҫак шухӑш ӑна татах пӗтӗм вӑйне пухтарнӑ. Пӗр-пӗрне илсе кӑтартакан шухӑшсем пирӗн кашни минутрах ҫивӗчленсе те тарӑнланса пыраҫҫӗ; уйрӑм сӑмахсем, мӗн унта, сӑмахри уйрӑм саспаллисем те, сасартӑк виҫсе пӗтермелле мар пысӑк пӗлтерӗшлӗ вӑрттӑнлӑх пулса каяҫҫӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата пуҫран пӗр-пӗрин хыҫҫӑн чӑлах софизмсем турттара-турттара кӑларттаракан та тахҫанах йӑлӑхтарнӑ тавлашӑва чарса лартма чӑрмантаракан никам пӗлмен, тӗнчере ҫук синкерлӗ вӑй умӗнче пушшех вирлӗн ҫавӑра-ҫавӑра илет мана йӗрӗнчӗк сехӗрленӳ… Этемсемпе тискер кайӑксен кӗлеткисенчен, ландшафтсенчен, чи тӗлӗнмелле ӳкерчӗклӗ те тӗрлӗ тӗслӗ япаласенчен, сӑмахсемпе пуплевсенчен пулса кайнӑ, — вӗсен пӗлтерӗшне ӳт-пӗвӗн мӗнпур сисӗмӗпе туйса тӑратӑн, — лӑкӑртатса вӗрекен темле ҫавра ҫилччӗ ҫакӑ… Карташӗнче старшой хӑйӗн отрядне йӗркелесе тӑрать. Огняновах мар-ши вара? — Ҫӗкле! — Эп сана пӗлмест тесе… Тен, пӗлетӗп эпӗ ӑна…» Вӑл мана питӗ килӗшрӗ. — Тӗресех-ха, ку, паллах, ҫапла, — сӳрӗккӗн ҫирӗплетрӗ те анасласа илчӗ Веткин. Ерофей Кузьмич кӗтесселле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, паян ирхине мӗн пулнине тин ҫеҫ ӑнланса илчӗ. Савӑнӑҫ ҫук, ялтӑрав ҫук… — Мӗнех вара, Бенедикт господин, — куларах тавӑрчӗ Халл капитан, — пирӗн йӑрӑмлӑ кит «Пилигрим» борчӗ ҫумне килсе чарӑнсан, сире сунара тухма никам та чармӗ! — Унтан Том енне ҫаврӑнса хушса хучӗ: — Том, эсир тата сирӗн юлташусем, кита карап патне туртса килсен, ӑна тирпейлеме пулӑшатӑр пулӗ тесе шутлатӑп, — ку вӑл часах пулӗ. Эсир каланисенчен пуринчен те сирӗн патра пысӑк выран йышӑнса тӑмашкӑн этемӗн пӗр-пӗр тивӗҫлӗ ырӑ пахалӑхсем кирли курӑнмасть; ҫынсене пысӑк званисем вӗсен пултарулӑхӗсемпе паттӑр ӗҫӗсемшӗн, пуп-таврашсене вӗсен ырӑ ӗҫӗсемшӗн е нумай пӗлнишӗн асла кӑларни, ҫар ҫыннисене — хӑйсене ырӑ тыткаланипе паттӑрлӑхӗшӗн, судьясене — тӑван ҫӗршывне юратнишӗн тата государство советникӗсене — хӑйсен ӑслӑлӑхӗшӗн асла кӑларни пушшех сахалтарах курӑнать. Эсир пире пӗлетӗр. Пан граф сире татах та тав тӑвӗ». Негоро ӑна шухӑшлама пӗр эрне пачӗ. Пурлӑхӑр-пур; манӑн хӗр юратать сире, ӑна упӑшкине телей кӑтартма воспитани панӑ. Яланхи пек кулас-йӗкӗлтессине пӗррелӗхе манса, Макҫӑм хальхинче чӑнласах калаҫасшӑн пулчӗ пулас. Пӑван картузне аллипе йӑвалакаласа тӑчӗ. Вӑл ывӑннӑн курӑнать… Ҫырла йывӑҫҫисенчен иртсе кайса, вӑл лагерь еннелле чупнӑ та часах хӑйӗн амӑшне, Хӗрлӗ Тӑрнана, Отакине, Пӗччен Бизона тата вӗсен амӑшӗсене тӗл пулнӑ. — Вӑхӑт кӗтмест, юратнӑ г-н Чи… чиппа… Анчах тавра тинӗс пекех туйӑнать. Алексей, Артамонов питӗнчен пӑхса, ҫирӗппӗн те хаяррӑн каласа хучӗ: — Тата та усалрах пулам, анчах ҫаксем пек пулас пулсан — пурӑнмастӑпах! Том, лайӑхрах сӑлтав тупса, аяккалла шӑвӑнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара, шӑл ыратать тесе, пӗр эрне хушши тенӗ пек вӑл ҫывӑрма выртас умӗн ямах шӑммине тутӑрпа туртса ҫыха-ҫыха лартрӗ. Клещов юрлама пӗтерсе йӑвашшӑн пукан ҫинелле ларсан, трактир хуҫи ӑна пӗр стакан эрех парса, хӑй савӑннӑ пек йӑл кулса калатчӗ: — Ну, аван ӗнтӗ! Унӑн ҫапла шухӑшламалла пулнӑ, унсӑрӑн кӗрешӗвӗ те ним тӗшне тӑман пулӗччӗ, унсӑрӑн унӑн ҫав вырӑнтах ӳксе вилмелле пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнче ларать, сӗтелӗ ҫинче парикмахерлӑ ҫаврашка тӑрать, ҫак ҫаврашкаран унӑн пичӗ ҫине мелке ӳкнӗ; хӑрах аллипе Карл Иваныч кӗнеке тытнӑ, тепӗрне кресло тыткӑчӗ ҫине тӑсса хунӑ; ун ҫывӑхӗнче циферблачӗ ҫине сунарҫа ӳкернӗ сехет, тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр, табак хумалли хура тӗслӗ ҫаврака пурак, куҫлӑх чикмелли симӗс йӗнӗ пур, пӗчӗк ещӗкре хӗскӗч выртать. Хӑрушӑ сехре хӑпать… калӑн — эс ҫын мар, тӗпсӗр ҫырма, тейӗн… Ромашов хӑлӑпа ярса тытнӑччӗ ӗнтӗ, анчах асне илех кайрӗ: чӳречене вӗсем кӑларман-ха. Кӑнтӑрла тӗлнелле пасар ҫав тери хытӑ кӗрлесе кайрӗ, вара шав хӑлхана хупласах хучӗ. Денни пиншакне хывман, вӑл обществӑна хӑйне лӑплантарма ирӗк панӑ. — Мана-и? — Монастыре каятӑп, — шухӑшларӗ курпун. Ан маннӑ пулӑр, — васкавлӑн та вӗрин пӑшӑлтатрӗ Шурочка, — паян пирӗн кун. Мӗн, эсӗ ӑна палламастӑн-им? — терӗ вӑл, пуҫне хӗр еннелле сулса. — Анна ятлӑ вӑл, хушаматне пӗлместӗп, агитаци базин пуҫлӑхӗ. Ҫак хӑвӑртлӑхпах! Эсир авӑ, ӗнер, тӑшман еннелле сулӑнса кайрӑр та, ӑна пулӑшрӑр. — Мӗн кирлӗ? — тӳрккессӗн ыйтрӑм эпӗ. Кӗнекесем, кӗнекесем, татах кӗнекесем. Гусев печӗ. Ыйтӑва пачах илтмен пек пулса, Разметнов куҫне хӗссе илчӗ те пуҫне пӑрчӗ. Шурочка вӑрах та йӗпленчӗкрех кулӑпа кулса ячӗ. Пӗтӗм фабрика ҫӗкленчӗ. Эсӗ ӑҫта кайнине каласа хӑвар, хӑвӑртрах шыраса тупмалла пултӑр. Ыран иртен пуҫласа, асра тыт. Савски майра-патша Соломон патша патне ашкӑнма пушӑ хир урлӑ икӗ пин ҫухрӑм кайнӑ. Таканланӑ чӗрнесем чул сарнӑ ҫула чаклаттарса пыраҫҫӗ. — Эпӗ хирӗҫлеместӗп вӗт-ха, — йӑл кулать Широкогоров. — Тен, упаленсе кайӑпӑр? Таврара ҫынсем те сахалланчӗҫ акӑ, текех фермӑсем те курӑнми пулчӗҫ, анлӑ та пушӑ ҫеҫенхир пуҫланчӗ. Мӗн, ман ҫинчен сире улпут каласа пачӗ-им? — тесе хушса хучӗ Арина кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн. Анчах ӑна фабрикӑна епле илсе кӗресси — паллӑ мар! Вӑл ӑна хирӗҫ нимӗн те каламан, пуҫне ҫеҫ уснӑ, тата аллисемпе алшӑлли чӗнтӗрне хуллен хыпалама пуҫланӑ. — Пӗлетӗп, Гаррис, эпӗ ҫак йӑнӑшпа усӑ курасса питӗ шаннӑччӗ. Мӗнле майлӑ ҫил илсе килчӗ-ши сире кунта? Патша — халӑхшӑн турӑ! Астӑватӑп, Зинаида вилни ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран эпӗ ирӗксӗрех хамӑр ҫуртра пурӑннӑ пӗр чухӑн карчӑк мӗнле вилнине курса тӑтӑм. — Ман тумтире мӗншӗн илетӗр? Инсаров уттине илтсенех шап-шурӑ шуралса кайнӑ Еленӑшӑн пӳлӗмре ют ҫын пулни малтанах кӑмӑллӑ пек туйӑнчӗ; анчах, Инсаров унпа куҫа-куҫӑн калаҫмасӑрах сывпуллашма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, унӑн чӗри ҫурӑлас пек ыратса кайрӗ. Халь ӗнтӗ е ӗҫ тухӗ, е пуҫӗпех пӗтсе ларӗ… Эпир васкамасӑр тусан, тӑшман: эпир иккӗленсе тӑратпӑр, тесе шутлама пултарать. Вӑл ҫамрӑк Пойндекстер ҫухалнӑ каҫ Морис Джеральд хӑйӗн гостиницинчен епле тухса кайни ҫинчен, мӗнпур счетсем тӑрӑх та тӳлесе татни ҫинчен тата ун укҫа ҫукки сисӗнмен пек туйӑнни ҫинчен каласа парать. Темиҫе кун иртсен Пӑван Пистон хулинчен Флоренцие таврӑнчӗ. Сирӗн пурнӑҫӑрта вӑл питех те хӗрӳ вӑхӑт пулнӑ пулмалла? Капитан Смоллетт, сквайр тата доктор Ливси шканцсем ҫинче темӗн пирки калаҫса тӑраҫҫӗ. Эпӗ вӗсене, хама итлеме май килни ҫинчен, май килнӗ таран хӑвӑртрах каласа кӑтартасшӑн пултӑм. Анчах пурин куҫӗсен умӗнче вӗсен калаҫӑвне татма хӑрарӑм. — Кунта эпӗ мӗншӗн айӑплӑ-ха, Павел Андреич? — Утлӑ стройри пек! — терӗ Макар, лампӑн хуралса кайнӑ труби ҫине шухӑшлӑн пӑхса. Капитан калани тӗрӗсе килчӗ, сулхӑн иртрӗ. Михалаки Алафрангов та сӑмаха хутшӑнчӗ: — Тухтӑрпа ӗнер кӑна калаҫсаттӑм-ха та, ҫакна ӑнланса юлтӑм ун сӑмахӗнчен. Гимназист пуррине доска ҫумне шаклаттара-шаклаттара тӗпретсе, темле формула епле пулнине кӑтартать, профессор ӑна: «Ҫитет» тесе каласа, пире билетсем илме хушрӗ пулин те, вӑл ҫаплах ҫырма чарӑнмарӗ. Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр эсир, унсӑр пуҫне пире кам пулӑшать? Эп тӑвакан ӗҫе ахаль ҫын тума пултараять-и тата ҫав? Пирӗн вӑй пӗтӗмпех унран килет. Пӗчӗк Джек кимӗ сӑмсинче ларатчӗ, курӑк витӗр малалла пӑхатчӗ, малта таҫтан-таҫтан шыв сарӑлса выртни курӑнса кайрӗ. — Пушах, Капитан, — терӗ Мюльреди. Асаннӳ чухмаха ермен-и, аслаҫун ашшӗ шӑмӑ сурнипе асапланман-и? — Ан палкӑр! Тин ҫеҫ лашасене улӑштарас ӗҫ пулса иртнӗ ҫӗрте чарӑнса тӑрса, сунарҫӑ ҫапла каланӑ:— Иосафат! Капитан ӑна аллинчен тытрӗ те аяккалла ҫавӑтса кайрӗ: тахҫанччен вӗсем пӑшӑлтатрӗҫ. Вӗсем кимӗрен тухса каютӑна каялла кӗчӗҫ. Пурте шӑп, ӑна пӗр Паганель анчах пӑсса пырать. Виҫесӗр хӑраса кайнипе, вӑл мӗнпур вӑйран туртӑнчӗ — сасартӑк ӳпкине сивӗ сывлӑш пырса кӗнине, питҫӑмартине юр шӑнтнине тата халь пӗтӗм шӑмшак мар, урасем ҫеҫ туртса ыратнине туйрӗ. — С, В, — шухӑшлӑн каларӗ Халл капитан та. Вӑрӑ-хурахсем вӑрҫса тата кӑшкӑрса шӑтӑкӑ сикрӗҫ те, хӑмасене тӗрлӗ еннелле ывӑтса, ҫӗре алӑпа чакалама тытӑнчӗҫ. — Итлетӗп. — Кунпа ҫирӗм тӑватӑ шыравҫӑ пулчӗ, — тесе хучӗ Роберт. Рульне темӗн пысӑкӑш пуҫлӑ, ҫӑмламас хӑрушла ҫын тытса пырать, вӑл йывӑр урисемпе палуба ҫине пускаласа тарӑннӑн сывласа илет: — О-уп!.. — Пуринчен ытла, икке валеҫнӗ пулсан, ухмахлӑхӗ сахалтарах тиветчӗ, — терӗ Юргин, — атту вӑл сан, пӗчченӗн, ытлашши нумай. Часах чаплах мар ирхи платье тӑхӑннӑ Одинцова хӑй те тухрӗ. Вӑл ҫурхи хӗвел ҫуттинче тата та ҫамрӑкрах курӑнать. Игумен пӗр кантармасӑр хистерӗ хӑйӗн хура утне. Лешӗ сиккипе пырать, сӑмси шӑтӑкӗнчен пӑс мӑкӑрланса тухать. Дымов питҫӑмартине аллипе тӗревлерӗ те темле хурлӑхлӑ юрӑ юрласа ячӗ. Кассий Кольхаун дуэль хыҫҫӑн епле тӳссе ирттернине никам та пӗлмен. Юлашкинчен, «Дункан» Вилла-Прайӑн бухтине кӗрсе, сакӑр чалӑш тарӑнӑш шыв ҫинче хула ҫывӑхнерех якӑр ярса ларчӗ. Уҫӑрах тӑракан горница алӑкӗ витӗр Ерофей Кузьмич пӗр хушӑ Лозневой ҫине интересленсе пӑхса тӑчӗ, унтан арча ҫинелле, хӑйӗн пӗтӗм ҫӗнӗ тумтирӗ выртнӑ ҫӗрелле чӑсӑлса ӳкрӗ те, нумайччен хулпуҫҫийӗсемпе чӗтренкелесе выртрӗ… Чухӑн хуҫасем пире ытла тарават йышӑнчӗҫ. Малтанах вӑл мана шансах каймастчӗ, ман ҫине кӑшт куларах пӑхатчӗ, анчах темиҫе урок хыҫҫӑн кӑмӑллӑн каласа хучӗ: — Лайӑх ӑнлантаратӑн! Баринов пӗрре Каспи тинӗсне пулӑ тытма кайса килнӗ те, ун пирки тӗлӗкри пекех калаҫать: — Тинӗсе, тӑванӑм, нимӗнпе те танаштарма ҫук. Мӗнле планета-ши ку? Вӑл ҫивчӗ чӗлхеллӗ ҫын: унӑн эпиграммисем час-часах йӑпантарма пултараҫҫӗ, анчах нихҫан та кирлӗ ҫӗре лекеймеҫҫӗ, усал та мар вӗсем: вӑл никама та пӗр сӑмахпа ҫапса хуҫаймасть; ҫынсене те, вӗсен айван енӗсене те пӗлеймест вӑл, мӗншӗн тесен хӑй ӗмӗрӗнче вӑл хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать. Пӗлетӗп эпӗ сирӗн йышшисене! Анчах Исидора ҫавӑн пек тума ӗлкӗреймерӗ, ун лаши хыттӑн кӗҫенсе ячӗ. Манӑн мӗн тумалла ӗнтӗ? Чӑнах та, чӳлмексене турӑсем кӑна хӗртмелле мар вӗт-ха!.. Анчах эпӗ сире ҫав ырӑ ӗҫ туса хӑварнӑ ҫын ҫинчен шухӑшласа пӑхтарасшӑнччӗ. Вара ҫурри чӗрӗ, ҫурри вилӗ хур амине Лапшинов карчӑккин шӑмӑллӑ хыткан аллисенчен туртса илес тенӗ чухне, хур амин ҫирӗп мар мӑйӗ патӑртах татӑлса кайрӗ, Лапшинов карчӑкки, сараппанӗ аркипе пуҫӗ урлах витӗнсе, крыльца ҫинчен кутӑн-пуҫӑн аялалла кӗмсӗртетсе анчӗ. Мистер Пойндекстерӑн плантацийӗ ҫавӑн тӑршшех тӑсӑлса выртать-и вара? Манӑн чӗре хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тапрӗ, эпӗ вӑл халех: «Эпир пӗр-пӗрне пӗлместпӗр» теесрен е пӗр-пӗр урӑхларах сӑмах персе ярасран хӑраса лартӑм. Уйӑх ҫине секундра 2,4 километр хӑвӑртлӑхпа пырса кӗрсен (ку ракетӑн Уйӑх патне ҫывхарнӑ чухнехи хӑвӑртлӑхӗ) ракетӑран тусан кӑна тӑрса юлма пултарать. Ой, мана вӗсем ҫине пӑхса ларма аван-и вара, ачашӑн аван-и вара ку? Пӗр тенкӗ юлмиччен илӗр! Юрпа витӗнсе выртакан пысӑк хумсем евӗрлӗ тусен тӑррисем шурӑ кӑпӑк пек курӑнса тӑни мана тӑвӑл вӑхӑтӗнче асар-писер хумханакан тинӗс ҫийӗ пекех туйӑнать. Корвета шӑплӑх пусса илчӗ. — Кӗреҫепе майлах мар, тепӗр ҫӗрте тӗпне ҫитеймен, — терӗ Владимир. Стенасене этем пӗвӗ ҫӳллӗшне ҫити хӗрлӗ гранит плитасем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсене, Астис майра-патша кӑмӑлне кура, Фивран кӳрсе килнӗ, унти ӑстасем вара гранита тӗкӗр евӗр яка та тӗлӗнсе каймалла ялтӑрти тума пӗлнӗ. Ҫакӑн евӗрлӗ шалти пӑлханӑва, шухӑшламаннине пула, Сен-Жером аяла анса, мана: хӑвна ху япӑх тытнӑран тата начар вӗреннӗрен паян эсӗ кунта пулма тивӗҫлӗ мар, халех ҫӳле хӑпар, тесе каласан, эпӗ ӑна чӗлхе кӑларса кӑтартрӑм та кунтан кайма шутламанни ҫинчен каларӑм. Анчах хам ӗмӗрте эпӗ вӗсенчен пӗр вуннӑшне чӑн-чӑн тимӗрҫ турӑм, халӗ вара Тубянскра та, Войсковойра та, ытти хуторсенче те эп вӗрентнӗ тимӗрҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ, пӗри тата Ростовра заводрах ӗҫлет. Ҫак самантрах ман аллӑм шыва кӗрсе ӳкрӗ, эпӗ ҫавӑнтах алла каялла туртса илтӗм. — Пантелей! Турӑ пӗлет пуль мӗншӗнне, — ку хыпар Санина кӑштах тӗлӗнтерчӗ. — Эпӗ ӗмӗртенех дворянин пулнӑ, эпӗ государыня императрицӑна присяга панӑ: сана служить тума пултараймастӑп. Ҫитменнине тата пӗр лашине вӑл ӗнепе улӑштарса янӑ, тепринпе вара ҫакнашкал истори пулса иртнӗ. Сан ҫул таса, унран пӑрӑнса ан кай. — Ладыгин, эс хӑвӑн ушкӑнупа кайма пултаратӑн, — терӗ Тимур. Ют ҫын урӑхларах пулнине сиссен, слободкӑра пурӑнакансем ӑна нумайччен манаймаҫҫӗ, хӑйсем пек мар ҫын ҫине темле шикленсе пӑхаҫҫӗ. Пӑван алӑка мӗнле уҫнине илтрӗ те, пуҫне майӗпен тепӗр енне пӑрчӗ. Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Мухтанасса вӑл ирӗксӗрех мухтаннӑ, мӗншӗн тесен, ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра ӑна хӑй темӗнле тӗтре ӑшӗнче ҫӳренӗ пек туйӑннӑ, таврара мӗн пулса иртнине астуми пулнӑ вӑл, ҫапӑҫура пулса иртнӗ ӗҫсем, уншӑн пулсан таҫта, тахҫан, такампа пулса иртнӗн туйӑннӑ, паллах ӗнтӗ, ҫапӑҫури ӗҫсене тӗпӗ-йӗрӗпе аса илнӗ чух вӑл хӑйне ытларах мухтама тӑрӑшнӑ. Шӑлне вӑл нихҫан та тасатман, хӑй ӗмӗрӗнче шӑл щётки те курман. Е эсӗ ун пек пулас ҫук тесе шутлатӑн-и? Эпӗ упӑтене хирӗҫ тӑма хӑтлансан, вӑл мана пит хытӑ пӑчӑртарӗ, ҫавӑнпа ӑна итлени лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм. Ку — колхоз председателӗ, акӑ ку — ячейка секретарӗ. Анчах ҫамрӑк каччӑ карап ҫинче вӗсене ҫамрӑк моряк пек мӗн те пулин тума пултаратчӗ пулсан, халь кунта кӗтсе тӑракан хӑрушлӑхран хӑтӑлма мӗн тумалла-ши? Арҫынпа хӗрарӑм хушшинче ҫавӑн пек юрату пулмасан, мӑшӑрланма та май ҫук, — терӗ майра. Василиса Егоровнӑн ҫав вӑхӑтрах пуп майри патне каясси килнӗ; вӑл вара, Иван Кузмич канаш панипе, хӑйпе пӗрле Машӑна та, ӑна пӗччен кичем ан пултӑр тесе, илсе кайнӑ. Ҫав тӳрлетӳ Конституци проектӗнчен 17-мӗш статьяна, Союзлӑ республикӑсене ССР Союзӗнчен ирӗккӗн тухма права хӑварни ҫинчен калакан статьяна, йӑлтах кӑларса пӑрахма сӗнет. Эпӗ, ку сӗнӳ тӗрӗс мар, ҫавӑнпа съезд ӑна йышӑнмалла мар, тесе шутлатӑп. Митюхина-и?» Мартини ҫӗнӗрен ларчӗ. Чирлӗ ҫын майӗпенех тарӑнтарах та тикӗсрех сывлама пуҫларӗ. Мӗншӗн пӗлесшӗн пулнӑ пуль вӑл, пӗлейместӗп. Ӑна ҫӗре вырттарнӑ чух мӗншӗн пурте ҫӗлӗкӗсене хывнине эпӗ малтан ӑнланмарӑм. Ҫырусене Алексей пӑшӑрхануллӑ кичемлӗхпе, хӑй ӑна ҫавӑн пекех юратма тивӗҫсӗр пулни ҫинчен пӗлсе тӑрса вуларӗ. Лешӗ пӗтӗм ҫиллипе пиҫиххи хушшинчен наганне туртса кӑларчӗ те унӑн туптаса тунӑ аврипе старикӗн шуралнӑ пуҫӗнчен ҫапрӗ. Эпӗ тӳрех, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ӗҫе тытӑнма шутларӑм, мӗншӗн тесен леш каскӑнсем кунтан кайма ӗлкӗриччен Джим вӗсем ҫинчен мӗн те пулин каласа пама пултарать. Ашшӗ те ыркӑмӑллӑ кулӑпа ответленӗ. Халӗ, Ольга хулари пӑлхав ҫинчен лӑпкӑн кӑна каласа панине кӗтесре итлесе ларнӑ чух, вӑл ҫав хирӗҫӗве аса илсе, ӑнланма тӑрӑшрӗ: кам тӗрӗс тӑвать-ха, вӑл хӑй е ҫав ҫынсем? «Пирӗн барышня ҫурта пекех шӑранать», — терӗ ун ҫинчен унӑн горничнӑйӗ. Дялко йыснӑшӗ патӗнче улӑштарса тӑхӑнма пулать. Куратӑн-и? Гекӑн пичӗ ҫинче канлӗ телей палӑрса тӑни тӑруках ҫухалнӑ та, унӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ хуйхӑллӑ пулса тӑнӑ. Кил витӗр каялла чакса кайма ҫӑмӑл тетӗр-им эсир? Уҫӑмсӑрла чӑлтлату-чанклатупа килӗшӳсӗртереххӗн ялтлаттарса ывӑтӑнтарчӗ полк пӑшалсене. Илсе кайӑрах ӑна. Эпӗ ӑна пӗлме тивӗҫ. Унсӑрӑн эпӗ Марья Васильевнӑна юри, сире ҫиллентерес шутпа ҫеҫ ҫырусем ҫинчен каланӑ пек килсе тухать. — Анчах эсӗ мана шухӑшласа илме вӑхӑт пар. Чӑнахах пытаратӑп. Генерал ҫӗре сарса хунӑ плащ-палатка ҫинче, пӗчӗк кӑвайт умӗнче, ҫӗрӗк варӑллӑ сарлака хурама тункати ҫумне ҫурӑмӗпе сӗвенсе ларнӑ. Шӑлне ҫыртса, вӑл ҫамрӑк патне пычӗ. Шуйттан кӑна пӗлсе ҫитертӗр! э? Лапсӑркка пестовец тем тусан та вӗренме ҫӳремелле мар тесе кӑшкӑратчӗ, ыттисем ӑна: «Маттур, Ковычка!» тесе мухтаса янрататчӗҫ, Ковычка каланӑ тӑрӑх, шкула ҫӳрес йӑла ирӗклӗнех пулмалла, имӗш, мӗнле вӗренсе пынине алӑ тӑратса сасӑланипе пӗлмелле пулать. Халӗ, пурте патшана та, пурне те сутаҫҫӗ пулсан, ӗненме юрать-и вара? Яра пар! — Мана сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ пулсан, эпӗ каллех сире чӗнсе илӗп. Ҫав самантрах тепӗр пирачӗ, Гэнтер аллинчи пӑшала тӑпӑлтарса илсе, ӑна кӗпҫинчен ярса тытрӗ те, приклачӗпе Гэнтера мӗнпур вӑйӗпе ҫапрӗ, телейсӗр Гэнтер нимӗн пӗлмиех урайне персе анчӗ. Анчах пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех эпӗ ывӑнса ҫитрӗм. Кайран вӑл, пӑртак канкаласан, ҫӑмат ӑшӗнчи, сулахай перчетке ӑшӗнчи юрне силлесе тӑкнӑ, сылтӑм перчеткийӗ унӑн ҫухалмаллах ҫухалнӑ, ӑна тупмалли ҫук пулнӑ, вӑл ӑҫта та пулин юр айӗнче пӗр-ик шит аялта выртать пулӗ; унтан вӑл, мужиксен тыррине лавсем ҫинчен илме тухнӑ чухнехи пек, пиҫиххине пилӗкрен аялтан хыттӑн туртса ҫыхса лартнӑ та ӗҫлеме тытӑннӑ. Юлашкинчен эпӗ вӗсемпе сывпуллашрӑм, ашшӗ мана ырӑ ҫул сунчӗ, хӗрӗ урапа патне ҫитиччен ӑсатса ячӗ. Виҫӗ ҫул ӗнтӗ пӗр сас-чӳ те ҫук. Вӑл — Союзӑн Совечӗ. Ҫакна каласан, вӑл пирӗн ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗ, тунмастӑп, ҫав минутра темле аван мар пек туйӑнчӗ мана. Разметнов, кӑтрашкаллӑ хаҫат хучӗн хӗррине чӗлхи вӗҫӗпе васкамасӑр, тимлӗн ҫула-ҫула, пирусне ҫыпӑҫтарчӗ, хӑй вара кӗрешме хатӗр карчӑк ҫине куҫ айӗпе чеен пӑхкаласа, мӑшкӑлчахлӑн кулкаласа тӑчӗ. Астуса илӗр-ха, эсир пӗлтӗр — хӑвӑр пӳрт тӑррине хушнӑ виҫерен пӗр аршӑн ҫӳлерех ирттерсе турӑр пулин те, эпӗ сире пӗр сӑмах каламарӑм, курмӑш тӑвайса ирттертӗм. — Мӗнле чаплӑ лавҫӑ! Пурӑнӑҫ лӑпкӑ шуса пырать. Вӑл тырпул сводкисем ҫинче сӗм ҫӗрлене ҫитиччен ӗҫлесе ларать. — Сирӗн ирӗк, — тенӗ те Миките, каллех ҫухине тӑратнӑ. Эвелинӑна хӑрушӑ пулса кайрӗ. Тен, ӗҫсем начар пынине курса, влаҫсем колхозсене салатса янӑ пулӗччӗҫ? Ӑнӑҫу тени — ун пек ҫынсен ӗҫченлӗхрен мар, талантран та мар, часрах урӑх сӑлтавран килме пултарать: вӗсем, Игнат пек ҫынсем, ӑшчикре иксӗлми вӑй-хал капланса тӑнипе, хӑйсен ӗмӗтне пурнӑҫлас ҫул ҫинче мӗнле меслет суйласа илесси ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ те, ун пек тума пӗлмеҫҫӗ те вӗсем, — вӗсемшӗн пулсан, хӑйсен кӑмӑлӗ мӗскер хапсӑнать — ҫавӑнтан ытла закон та, йӗрке те ҫук. Ӑҫта пытанас-ши тесе нумайччен шыраса ҫӳрерӗмӗр, пур ҫӗрте те лайӑх мар пек туйӑнать. Ҫамрӑк капитан кӑмрӑк хумалли вырӑнсем хӑвӑрт пушаннине курса ҫак штильпе питӗ кӑмӑлсӑрланчӗ. Пӗрисем «рабочисемпе хресченсен патшалӑхӗ» тес вырӑнне «ӗҫ ҫыннисен патшалӑхӗ» теме сӗнеҫҫӗ. Шӑллӗ хаваслӑн калаҫнине итленӗ май, вӑл ҫак ҫын хӑйӗнчен пуян тата, тен, унран ӑслӑрах ҫынсене, пӗтӗм ҫӗршыври суту-илӗве алӑра тытса тӑракан ҫынсене темле майпа хӑйне хисеплеттерни ҫинчен шухӑшларӗ; тепӗр шӑллӗ, монастырте пытанса, ӑслӑ та тӗрӗс ҫын ятне илет, анчах та ӑна, Петра, ӑнсӑртран пулакан ӗҫсем тытса ҫураҫҫӗ. — Пирӗн хуҫа, ывӑлӑм, пукан вырӑнӗнче ҫеҫ темелле, тӳшек майлӑскер. Икӗ хут ӗмсе илсен, Шалый:— Рваныйсем совет влаҫӗн вӑйне тӗрӗслесе пӑхма чӑнласах хатӗрленнӗ… — тесе хучӗ. Вӑл, ахӑртнех, шухӑшларӗ пулмалла: вӗрмелле-и е вӗрмелле мар-и? Питӗ нумай колхозниксем патшалӑх колхозсене мӗнле кредитсем панине тата ытти ҫавнашкал япаласене халиччен те пӗлмеҫҫӗ. Вӑл пуҫ тайни, ахӑрнех, Маякиншӑн питӗ те кӑмӑллӑ пулнӑ пулас, — старик темӗнле хӑлаҫланса кайнӑ, урисемпе тапӑртатса илнӗ, пичӗ ҫинче наркӑмӑшлӑ кулӑ выляса тӑнӑ. Ҫӗнтерекенсене хирӗҫ тухса илсе: «урра!» кӑшкӑрнӑ чухне вӗсем чӑнах та калама ҫук савӑннӑ. — Эс куна пӗтӗмпех ху шухӑшласа кӑларнӑ, — лӑпкӑн каласа хучӗ Ромаҫ. — Эпӗ? — Елена Петровна малтан ҫавӑн пек шутланӑ та, — ответлерӗ ӑна Юрий, — анчах кайран ун пек шухӑша пӑрахнӑ. Парксенче вилнӗ Франц-Иосиф император евӗрлӗ ватӑ шарманщиксем кӗвӗ калаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ятарласа яракан юланутлӑ ҫынсем кашни кун пекех килсе ҫӳреме пуҫларӗҫ, анчах халӗ ӗнтӗ ҫурҫӗр тӗлӗнче мар, шуҫӑм килеспе, ҫурҫӗр иртсен виҫӗ-тӑватӑ сехетсенче килеҫҫӗ, кусем малтанхи ҫынна янӑ ҫӗртен мар, инҫерех вырӑнсенчен килеҫҫӗ пулас. Куккӑшӗпе Христофор атте тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ; лашасем каниччен ҫапла пӗр икӗ-виҫӗ сехет ҫывӑраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем… — Эппин паллӑ! — Ну ӗнтӗ, — эпӗ те ӗҫ патӗнче! — терӗ Весовщиков, амӑшӗ патнелле ҫемҫен утса пырса. — Ах, вӑн мӗнле! — терӗ вӑл. Вӑл айван ӑслӑ марччӗ, чылаях вӗреннӗскерччӗ тата пире вӗрентсе ӳстерессине тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыратчӗ, анчах хӑйсен енчен килнӗ ытти ҫынсем пекех, вырӑс кӑмӑлӗпе килӗшми ҫӑмӑлттайла хӑйне хӑй юратнипе, мӑнкӑмӑллӑхпа, чӑрсӑрлӑхпа тата хӑй ҫине ытлашширех шаннипе уйрӑлса тӑратчӗ. Хӗҫ, хӑй тӗллӗн перекен пӑшал, кӗске чӑпӑклӑ, пӑхӑр хупӑллӑ, тасатмалли тимӗр йӗплӗ чӗлӗм, вут кӑлармалли ҫулу кашни козакӑн хӑйӗн ҫумӗнчех. Халӑх асӑрханса тӑчӗ: — «…Лантенак, хурах…» — Мӗнех вара, куншӑн чунтан савӑнас кӑна пулать. (Берсенев кӑштах селӗп калаҫать.) Дворец питӗ илемлӗ. Кусенчен хӑшне-пӗрне эпӗ унччен те илтнӗ-ха, анчах пӗтӗмпех мар. Анчах эпӗ ҫак сӑмаха та каламарӑм, малалла мӗн пулассине кӗтсе тӑтӑм. — Кӗместӗн пулсан, ӳлӗмрен мана нихӑҫан та кураймӑн. Вилнӗ ҫыннӑнни пекех путса кӗнӗ куҫӗсемпе пуш-пушӑ пӳрте, пушӑ сӑпкана пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ӑна эпир ҫулнӑ, вӑл пирӗн. «Вӑл садра, эсӗр ун патне кайӑр, эпӗ сире кунта кӗтӗп», — тесе пӗлтернӗ карчӑк. — Пар ҫӗрре! — кӑшкӑрать Саша. «Ку ҫутӑ, чулсен ҫурӑкӗнчен кӗрекен кун ҫути пулмалла! — тесе шухӑшлатӑп. Начар ӗҫлет пирӗн ГПУ, кунта ав ҫӗрле винтовкӑсемпе те пеме пуҫларӗҫ. Адриатика тинӗсӗ Венеципе Триест тата Далматци ҫыранӗсем хушшинче калама ҫук хӑрушӑ. — Тихона тӳлесе татса кӑларса ярас пулать, — терӗ ӑна хирӗҫ Петр, айккинелле, чӑрӑшсем саркаланса ӳсекен сӑртсем ҫине пӑхса. Джим каласа панине итлеме нумай-нумай мильӑран негрсем пухӑнаҫҫӗ. Ӑна пирӗн патӑрти нихӑш негртан та ытларах хисеплеме тытӑнчӗҫ. Миките икӗ уйӑх пульницӑра выртнӑ. Вӗсем эпӗ каласа пӗтеричченех ман сӑмаха пӳлмерӗҫ; пӗри те хускалмарӗҫ, — ман пит ҫинчен куҫӗсене илмерӗҫ. Шӑпах ҫак самантра, хайхискер, Щукарӗн повар пулас карьерине ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартакан пӗр инкек сиксе тухнӑ… Ара, вӑл халь кӑна вӗҫрӗ-ҫке, ҫитменнине начар мар вӗҫрӗ… — Ун пирки эс Катьӑран ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑн, — терӗм эпӗ лӑпкӑн. Кунта пурте кӗскен приказ панисем те, рожокӑн уҫӑ сасси те, карап ҫинчи хунарсен тӗксӗм ҫути айӗнче пӑтрашса ӗҫлекен ҫынсем те, маншӑн ҫӗнӗ те илӗртекен япаласем. — Авӑ мӗн иккен… — мӑкӑртатса илчӗ Макҫӑм, хӑй аллине хӗр пуҫӗ ҫинчен васкавлӑн илсе… Павка гимназиста чышса, шыва йӑвантарчӗ те ҫырма хӗрне сиксе тухрӗ. Акӑ сан камран пример илмелле: вунпиллӗкре хута вӗренме тапратнӑ, ҫирӗм саккӑра ҫитнӗ ҫӗре, шуйттан кӑна пӗлет, мӗн чухлӗ лайӑх кӗнекесем вуласа тултарнӑ, тата икӗ чӗлхене тивӗҫлипех вӗренсе ҫитнӗ… Порей ҫыххине вӑл йӗрӗнчӗклӗн урапа ҫинелле ывӑтнӑ. Ют ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫынна намӑслантарас мар тесе, эпӗ хальхи вӑхӑт ҫине пӗрре те куҫмарӑм, хамӑн тӗпчев ӗҫне авалхи вӑхӑтсем тӗлӗшпе ҫеҫ туса ирттертӗм. Вӑл ҫапла уҫҫӑн калаҫни мана килӗшет пулин те, эпӗ ҫапах кӑшт кӳрентӗм. Тепӗр ҫур сехетрен вӑл манпала вӑрман хӗрринче сывпуллашса уйрӑлчӗ. Ҫапла пулатчӗ: ҫӗрле вӑранса каятӑп та, ман арӑм е куҫҫуль юхтарса макӑрать, е кулать, анчах эпӗ хам ӑшра шутлатӑп: «Макӑрах, тусӑм, хӗрарӑм куҫҫулӗ — турӑ сывлӑмӗ, эпӗ те санпа пыл та ҫу тенӗ пек пурӑнмастӑп, ҫапах макӑрмастӑп ак!» Дикарьсене ҫара алӑпа килсен кӑна карап ҫине янӑ, шлюпкӑсене ҫыран хӗррине лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ матроссемсӗр кӑларса яман. Стэнли вӗсене кунта ҫитмӗл иккӗ таранччен шутланӑ, нимле кимӗ те кунтан иртме пултарайман пулӗччӗ. Вӗсем Лабиринтран Тускуб керменӗ тӗлӗнче тухрӗҫ. Наянлӑхшӑн вилӗмпе явап тыттараҫҫӗ. Хӑй Шырланпуҫра пурӑнма тытӑннӑранпа чи хӗрӳ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫитсе килнине Давыдов юлашки кунсенче ҫеҫ уҫҫӑн туйса илчӗ: утӑ ҫулса та пӗтермен-ха — ӗҫҫи килсе ҫитет, ыраш куҫ умӗнчех саралса пырать; унпа пӗрлех тенӗ пек урпа пулса ҫитет; ҫум курӑксем те ашкӑнсах ӳсеҫҫӗ; ҫавӑнпа та, уйрӑм хуҫалӑхсен анисемпе танлаштарсан, тем пысӑкӑш курӑнакан колхоз пуссисенчи хӗвел ҫаврӑнӑшӗпе кукуруз хӑйсене ҫӑм курӑкӗнчен тасатасса кӗтсе лараҫҫӗ; тулӑ вырма та кӗҫех тухас пулать. Вӑрманӗнче темӗн чухлӗ кенгуру кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ. Тепӗр ирхине Гленарван шлюпкӑсем ҫине ларса утрав хӗррисене тӗрӗслесе тухма хушрӗ. Кенгуру утравӗ 36° широта ҫинче вырнаҫнӑ, 36° тата 38° широтасен хушшинче ҫӗрсем пулсан, вӗсене ҫитсе курмасӑр Гленарван пӗрне те хӑварасшӑн мар. Киббелӑпа Ашера киленӗҫӗсене тӗрлӗ майлӑ сӑнарласси вара вӗсен этем пултараслӑхӗн мӗнпур чиккинченех иртсе кайнӑ. — Секретаре куртӑн-и эс? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Разметнов. Хорунжи тата чылайччен ҫакӑн майлӑ калаҫрӗ. Вӗсем ҫапла ҫырнӑ: эпир сире чӑрмантарнӑшӑн ҫилленместӗр пулсан, пирӗн пата хӑвӑр мӗнле пурӑнни ҫинчен тата хӑвӑрӑн сывлӑхӑр ҫинчен ҫырса ямӑр-ши? — тенӗ. Лаша мӗнпе? — Апла, пуянсем каллех манран лайӑх пурӑнччӑр тесе ҫапӑҫрӑм пулать-им-ха эпӗ кадетсемпе? — Тапранма вӑхӑт ҫитрӗ! — терӗ Пантелей. Ку туйӑмсене ҫырса кӑтартма та кирлӗ мар: вӗсене курнӑ ҫын вӗсен пылакӗпе ырлӑхне пӗлет; курман ҫынна, тем тӗрлӗ каласан та ӑнлантарса парас ҫук. — Ӑна мӗнле чӗнни ҫине сурса ҫеҫ хумалла! — кӑшкӑрса ячӗ Сильвер. — Калӑр тӗрӗссипе, Джон, мӗн хӑратать пире? — ыйтрӗ майӗпен Гленарван. Тӗрӗссипе, вӑл хӑрамасӑр асӑрханса кӗрешекен боец, ҫав вӑхӑтрах ӗҫлӗ ҫын пулнӑ. Чӑнах та, шӑлӗ сулланать, анчах уншӑн эсӗ вилес ҫук. Кӗрех, пепкем, кӗрех, ывӑлӑм, ҫывӑр, ирхи апата эпӗ сана икерчӗ пӗҫерсе парӑп. Вӑл тул ҫутӑлас умӗн кӑна ҫывӑрса кайрӗ. — Мӗн тума? — терӗм эпӗ, хул пуҫҫийӗме пӑркаласа. Ать-ва, ать-ва! — вунӑ ҫап-ҫамрӑк хастар сасӑ вара: — хав, хав, хав, хав! — кӑшкӑрса ячӗ татса-татса та тӑрӑшуллӑн. — Чарӑн! — ҫихӗрттерчӗ Серофан ҫивӗччӗн. Геновевӑн ачи тӗрмере ҫуралнӑ, вӑл ӑна аллине илнӗ те, ӑшне кантарас пек хӳхлесе йӗрет. — Кам вӑл ҫав Негоро? Вӑл малалла чупрӗ. Мана Д. (ӑна Д. тесе чӗнме тытӑнатӑп, мана ҫак ят килӗшет: Дмитрий) чӗри пӗтӗмпех хӑй ӗҫне, хӑйӗн шухӑшне парӑннӑран ҫавӑн пек уҫӑмлӑ пек туйӑнать. Унта вӗсем ирӗке тухассине шанма пултараҫҫӗ. Вӗсем аран-аран пӗр-пӗрне темиҫе сӑмах калама ӗлкӗрчӗҫ. Эпӗ, кирлӗ мар, тесе шутлатӑп. Ҫаплах, эпир калама ҫук хӑвӑрт вӗҫнӗ пекех ишсе пыратпӑр. Кӑвайт умӗнче икӗ сехет пек ларчӗҫ — тавлашрӗҫ, шутларӗҫ, ятлаҫса та илчӗҫ. Ҫакӑнтан вара виҫӗ кун та иртрӗ, анчах поручик ҫапах та сып-сывах. Картишӗнче те ҫавӑн пекех. Ванюшка палач-жандармсем асаплантарса вӗлернӗ Румыни комсомолецӗ епле вилни ҫинчен хӑйӗн калавне чӗтре-чӗтре илекен сассипе каласа пӗтерчӗ. — Тӳррипе каласан, эпӗ ун пек тума хушмӑттӑм, — аллисене сарса ячӗ лешӗ. — Анчах шанчӑклӑн дезинфекци тусассӑн, калӑпӑр, борнӑй кислотапа-и е кӑшт карболовка шывӗпе ҫусан, вара… — Йытӑ-ӑ! Хӑш чух тата тӗрекле, сарлака кӑкӑрлӑ, ҫӑра та сарлака сухаллӑ, тутарла шакла хыртарнӑ ҫын пыратчӗ. Тухса кайнӑ чухне вӑл юрласа ярать: Сукмак тӑрӑх хӗр вӗҫет. «Хӗр манпа пӗрле пырать, — терӗ вӑл, — ӑна кунта юлма юрамасть. Сухална кастарас пулать, Петр. Тата эсӗ хӑвна валли урӑх атӑ ил-ха, аттусем санӑн — извозчик аттисем! Ку Капитан Флинт, Сильверӑн симӗс попугайӗ мӗн! Пурӑнӑҫ кӗрхи вӑрман пек пулса тӑчӗ, — кӑмпасем ӗнтӗ пӗтнӗ, пушӑ вӑрманта ним тумалли те ҫук, вӑрманне те витӗрех пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнать. — Эх, эс те ҫав, телейсӗр чун! — терӗ вӑл, — мӗн, экзамен паман-им-ха? Ман пата ахаль килмеҫҫӗ… Урапуна… Тӗмӗсем хушшинчен лӑймакаллӑ алӑсем ҫӗкленчӗҫ, унтан вара хайхи, тӗмӗсем хушшинчи ҫын та, кӑшкӑрса ячӗ — хӑраса, тискеррӗн кӑшкӑрчӗ: — Хамӑр ҫын! — Эпир ӑна татах куратпӑр пулӗ тесе ӗмӗтленетӗп эпӗ, — терӗ Генри. — Малтанах ҫакӑнма пӑяв хатӗрлесе хур! Юргин Дегтярев ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, сӑмахпа мар, пуринчен ытла аллисемпе кӑтарткаласа, приказ пачӗ: — Хӑйӑрпа! Пыра-киле арӑмӗн ҫавӑн пек кӑмӑлӗ Игната хирӗҫтере пуҫланӑ. Вӑл ман ҫумранах чӗрне вӗҫҫӗн пусса иртрӗ. — Луччӗ мӗн те пулин ӗҫсе пар… — Ларӑр! — тесе команда пачӗ Джон. Эпӗ ӗҫрен татӑлса кайрӑм, хама валли ҫӗнӗ професси — «чирлӗ ҫын» профессийӗ тупрӑм, темӗн чухлӗ асап курма тивет, ҫапла вара сылтӑм ура чӗркуҫҫи тӗлӗнче хускалми пулчӗ, ӳтӗмре темиҫе ҫӗвӗ те пур ӗнтӗ, юлашкинчен врачсем тепӗр япала шыраса тупрӗҫ: ҫичӗ ҫул ӗлӗкрех эпӗ ҫурӑм шӑммине мӑкӑлтанӑ, ҫав маншӑн халӗ питӗ хӑрушӑ пулма пултарать, теҫҫӗ. Ҫак ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн эпӗ кӑшт ҫеҫ ухмаха ермерӗм. Ун хыҫӗнчен ҫатан картасемпе хытхура тураттисем ҫине куҫа алчӑртакан ҫутӑ кристаллӑ кӗмӗл евӗр шурӑ тусан кӑна ҫӗкленсе юлчӗ. — Тӗрӗс. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑмсем Андрей Разметнова ял Советӗнчен сӗтӗрсе тухма ӗлкӗрнӗ те каҫӑхса кайсах кӑшкӑраҫҫӗ: — Митинг уҫ! — Хӗрарӑмсем! Инкесем! Ача амӑшӗсем! Орёл кӗпӗрнинчи ҫын пысӑк мар, курпунтарах, салхуллӑ, куҫ айӗн пӑхать, ӑвӑсран пуранӑ питӗ начар пӳртре пурӑнать, барщинӑна ҫӳрет; суту-илӳпе хӑтланмасть: начар апат ҫиет, ҫӑпата сырса ҫӳрет; — Калуга кӗпӗрнинчи оброк тӳлекен ҫын хыртан пуранӑ пысӑк пӳртре пурӑнать, ҫӳллӗ пӳ-силлӗ, витӗмлӗ те хаваслӑ пӑхать, унӑн пит-куҫӗ таса та шурӑ; ҫупа тата тикӗтпе суту-илӳ тӑвать, уявсенче атӑ тӑхӑнса тухать. — Унтан эсаул ҫине пӑхса хушрӗ: — Ку кайӑка аяккарах ӑсатмалла. — Тӗрӗс. Анчах мӗншӗн эсир ҫапла шутлатӑр? Вӗсем хӑйсен ӑс-тӑнӗпе тата туйӑмӗпе мӗн усӑллипе мӗн усӑллӑ маррине ҫав тери хӑвӑрт уйӑрса илме пултарнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Шухӑшларӑн. Вӑл ҫын ырӑпа килмест. Виҫҫӗмӗш юпине касма тӑрсан, унӑн чӗри сехӗрленсе тапа пуҫларӗ, темиҫе хутчен чарӑна-чарӑна тӑчӗ хӑй; ҫурринчен ытла каҫсан, тӗрексӗр хуралтӑ сасартӑк хытах тайӑлчӗ… Мӗне пӗлтерет вара ку? Пушӑ вӑхӑт пачах юлмассине-и? Анчах сӑн-пит… Елена ӑна вырӑн ҫине тирпейлесе вырттарчӗ те, вӑл ҫывӑрса каясса кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн, шӑппӑн кӑна чӳрече патне пырса тӑчӗ. Пӑван хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ. Ҫав самантрах Давыдов мӗн кӗмсӗртетни пирки ыйтнине илтсен, Половцев шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ. Самолётсем патне килнӗ чухнех, Алексее хуса ҫитсе-иртнӗ лётчиксенчен пӗри ӑна: «танкачсем» наступлени тума тытӑнаҫҫӗ, тесе кӑшкӑрса хӑварма ӗлкӗрчӗ. Усӑсӑр тӑрмашса хавшама пуҫланӑ нимӗҫсем ҫине вӑрманта пухӑнса тӑнӑ пӗтӗм ҫар хускалса кайнӑ. — Эх, эс те ҫав… Вӑл ҫутӑ ене хирӗҫле шӑтӑк патне куҫрӗ. Вӑл ӗнтӗ тӑваттӑмӗш кун вырӑн ҫинчен тӑраймасть. Пурин те кӑмӑлӗсем тулчӗҫ, хавасланчӗҫ те. — Маттур, Елена Петровна, эсир ӑна пире юсаса патӑр. Джон аллине кӗсъине чикрӗ, кӗсъинчен шӑхличӗ кӑларчӗ те, темиҫе хут шӑхӑртрӗ. Шӑхӑрнӑ сасӑ шӑрӑх сывлӑшра инҫете янтраса кайрӗ. Ҫак ҫӑваран темле сивӗ вӗрнӗ пек туйӑнать, шӑплӑхпа тӗттӗм каҫ чуна сӳлетет. Вил тӑпри ҫинчи мӗлкесем пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑна-курӑна каяҫҫӗ, тӗттӗме пула вӗсем е хытса тӑран чӗрӗ ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ, е тупӑксенчен пилӗк таран туха-туха тӑнӑ вилесем пек курӑнаҫҫӗ. — Паллах, фронтра сана ҫӑмӑлрах пулнӑ. Чимӗр-ха, атте кӑна килтӗр… — Эпир вӗсене сисмесӗрех каҫса каятпӑр. Троекуров кунсӑр пуҫне тата халал тивӗҫӗпе хӑйне куҫмалла пулнӑ именипе тивӗҫсӗр усӑ курса тупӑш илсе пурӑннӑшӑн Дубровскирен укҫа шыраса илме ыйтать пулин те, ун пирки ҫапла шутламалла: тахҫантанпа ку вырӑнта пурӑнакан ҫынсем каланӑ тӑрӑх ку имени темиҫе ҫул хушши господа Дубровскисен аллинче пулни паллах, ун пирки иккӗленмелли те ҫук, имение тытса тӑрасси енӗпе хирӗҫӳ-мӗн те пулман, суда тӑратнӑ ӗҫре Троекуров господин ку вӑхӑтчен ҫак именипе Дубровскисем тивӗҫсӗр усӑ курса пурӑнни ҫинчен мӗнле те пулин прошени пани курӑнмасть, тата кам та пулин ют ҫӗр ҫине тыр-пул акать, е пӳрт-ҫурт ҫавӑрать пулсан, ҫавӑн ҫинчен тивӗҫсӗрлӗхне кӑтартса, хута кӗме ыйтакан тупӑнсассӑн, ку ӗҫ чӑннипех те ҫавӑн пек иккенне тӗрӗслесе палӑртнӑ хыҫҫӑн — тивӗҫлӗ ҫыннине ҫав ҫӗре акнӑ тыр-пулӗ, ҫурт-йӗрӗ, карти-вӗрли мӗнӗпех илсе памалла, ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров — гварди поручикӗнчен Дубровскирен шыракан укҫана илмелле мар тӑвас, мӗншӗн тесен пӗтӗм именийӗ, япалийӗ-мӗнӗпех Дубровскирен ун аллине куҫать. Тӑна кӗнӗ чухне вӑл туземецсен аллинче тыткӑнра пулнӑ, вӗсем ӑна шалалла таҫта ҫитичченех илсе кӗрсе кайнӑ. Анчах унӑн пӗр ури ҫеҫ утма пултарнӑ, тепӗрин ҫине пусма пулман. Кун пирки герцог пӗр сӑмах та тавӑрса каламарӗ, кӑшт тӑрсан ман еннелле ҫаврӑнчӗ те:— Сан шутупа мӗнле пек, негр пирӗн ҫинчен кайса пӗлтермӗ-ши, — терӗ, — апла тусан, эпир унӑн тирне сӗветпӗр! Мӗнле телей!.. Кирек мӗнле пулсан та, ура хуҫӑлнӑ пулмалла, хирург кунта ҫук. Вара илсе тухатӑн та, алӑк хыҫӗнче кӑшт тӑнӑ хыҫҫӑн ҫавнах каялла илсе кӗретӗн: — «Вӑт, халӗ лайӑх ӗнтӗ, вӑт, халӗ шӑршлӑ мар ӗнтӗ», тесе мухтать. Хулара халӑх калама ҫук вӑйлӑн хӗвӗшет. Ҫакна вӑл урама тухсанах курчӗ. Джонӑн вӑйсӑрланса кайнӑ пӳрнисем хушшинчен чӗлӗмӗ тухса ӳкрӗ. Ҫамрӑк капитан каннӑ вӑхӑтра Том вахта пуҫлӑхӗ пулчӗ, унпа пӗрле Батпа Остин хурал тӑчӗҫ, Дик Сэнд ертсе пыракан иккӗмӗш вахтӑра — Актеонпа Геркулес. — Юрӗ, тейӗпӗр, эппин мӗнле Татаринов ҫырнӑ-ха ҫавӑн ҫинчен? Анчах ыйхӑ витӗр — пӗр сехет ҫине кайсан — мана вӑл калаҫнӑ пек туйӑнчӗ; эпӗ куҫа уҫрӑм, пӑхатӑп: вӑл, ман кӑвакарчӑнӑм, вырӑнӗ ҫинче ларать, аллисене ак ҫапла тытнӑ, куҫҫулӗ чӗресрен тӑкнӑ пек юхать. «Ача ҫуртӗнче сире ҫитереҫҫӗ, вӗрентеҫҫӗ, тумлантараҫҫӗ. Хӗнесе пӗтернӗ ӳчӗ йӗппе чикнӗ пек ыратать. Конвой ӑна тискер кайӑк пек урса кайса хӗненӗ. — Э-тем рет-лӗ? — кашни сыпӑкне уйрӑммӑн пайласа, виртлешӳллӗн такӑлтатрӗ вӑл. Ҫӑра ылттӑн ялкӑшу юхать Соломон куҫӗсенчен, хӗре шанках тыткӑнласа лартаҫҫӗ вӗсем, пуҫне те ҫавӑраҫҫӗ, ӑшӑ чӗтӗрев пулса, ун ӳчӗ тӑрӑх та чупкалаҫҫӗ. Павел, унпа юнашар выртрӗ те, ҫывӑрса кайнӑ урисене темӗн пек канӑҫлӑн тӑсса хучӗ. Антипӗ тата, апатран юлнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене те пулин — вӑкӑрӗсене ҫитерме — кив питти сарӑмӗ ҫинчен арӑмӗн арки ҫине силлесе пачӗ. Алексей ӑна ниепле те хӑваласа ҫитеймерӗ. Оля хӑех ҫаран ҫинчен ҫыраналла пӑрӑнчӗ те ылтӑн тӗслӗ вӗри хӑйӑр ҫине ӳкрӗ. Унӑн сӑн-пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ, вӑл уҫӑ ҫӑварӗпе сывлӑша ҫӑтса, сывланӑ май кӑкрине ҫӳллӗн ҫӗклесе, кулса выртрӗ. Малтан эпӗ ӑна хӗрхентӗм, унтан ҫапла шухӑшларӑм: «Лӑплантармалла мар-ши ман ӑна, епле лӑплантарма пулать-ши?», юлашкинчен, вӑл мана ҫакнашкал йӗп ҫинчи пек лармалла тунӑшӑн эпӗ кӳрентӗм те. Хӗҫӗсене хӑйсем «тӳпеай» мелӗпе ҫӗклесе тытнӑ, ал сыппийӗсем пит ҫӳллӗшӗнче. Пар кунта пиҫсе ҫитеймен ҫамрӑксене. — Анчах мӗн тесе-ха ҫакнашкал этепсӗрлӗх? Элен Гленарван 22 ҫула ҫитнӗ. Алӑк патӗнчех-ха курткӑна хывса кӗпе ҫийӗн пальто тӑхӑнсаттӑм, ҫавӑнпа та шӑна пуҫларӑм пулӗ. — Ӑна, пуринчен те вӑрӑмскерне, тыткӑна лекнисем раснах аптӑратса ҫитерме пуҫларӗҫ. Сотник арӑмӗ вилнӗренпе те вӑхӑт нумай иртнӗ; сотник тепӗр хут авланма шут тытнӑ. — Унта кам та пулин кӗнине курмарӑн-и эсӗ? — терӗ герцог. Шыва путнӑ пӗри, халь ишсе пырать… Халӗ эпир кунта чаплӑ пурӑнӑпӑр, хӗлле, тен, Петербурга куҫӑпӑр; шел, сунара ҫӳремелли вӑхӑт иртсе кайнӑ, вӑхӑчӗ иртмен пулсан савӑнтараттӑм-ха сире; ну, пӑшалпа сунара ҫӳреме пултаратӑн-и, Вольдемар? Николай Артемьевич тарӑхнипе тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Вара Иха куҫӗсенче сехӗрленӳ сӑнарланчӗ. Тӑвӑл хӳтернипе карап, тӗрӗс ҫултан аякка пӑрӑнса, Горн сӑмсахӗ тавра ҫаврӑнса, Лӑпкӑ океанран Атлантика океанне лекнӗ! Ҫанталӑк хӗрри шупка-кӑвакӑн курӑнать. Нихӑш енчен те хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем пуҫтарӑнни курӑнмасть. Сайра-хутра анчах пӗр-пӗр тӗлте, ҫӳхе кӑвак шӑтӑкла карса хунӑ пек, йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн ҫакӑнса тӑни курӑнать: ку тӗлте пӗчӗк касӑ ҫумӑр шӑпӑртатать. — Ҫук, — терӗ ҫамрӑк Генри, калаҫнӑ ҫӗре хутшӑнса. Ҫавсенчен вӗсем ҫывӑрттаракан шыв тӑваҫҫӗ, теҫҫӗ… — Апла тата лайӑхрах: манӑн каласа та кӑтартас килмест-ха. — Пит те илемлӗ-ҫке! — хавасланса каларӗ креолка, ирӗксӗрех лашине чарса. — Йӗкехӳресене в-вӗлерме. Юлашкинчен, ӗҫ мӗнрен килнине ӑнкарса илсен, вӑл ним чухлӗ те аптраса тӑмарӗ. — Анчах ку калаҫусем халӗ нимӗне те тӑмаҫҫӗ. Ӑна унтан та вӑйлӑрах кӑмӑл-шухӑш илсе кайнӑ, ҫавна хирӗҫ тӑма унӑн вӑйӗ ҫитеймен. Авраам, Исаак, така! — тесе кӑшкӑрнӑ. Давыдовпа иксӗмӗр станицӑна ҫитрӗмӗр те эпӗ куҫлӑх илме хыпаланатӑп. Хуть те мӗн ту, анчах Давыдов пӗлес-тӑвас пулсан — пире хытӑ лекет! Пирӗн пата вал инженерсенчен лексеччӗ. Таса чӑлха парӑр мана, — терӗ. Рабочисем пурте пичӗсене тап-таса ҫунӑ пек курӑнать. Часах вӑл тӳрленчӗ, васкамасӑр сылтӑм аллине ҫӗклерӗ те, хыттӑн сывласа илсе, кӑкӑртан тухакан хулӑн сасӑпа:— Ырӑ каҫ пултӑр! — терӗ. Оленин каҫӗпех вӑрманта сунарта ҫӳрерӗ. — Мӗн пулчӗ? — кӑшкӑратпӑр эпир вӗҫевҫе. Вӑл кантрасенчен тытрӗ те пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянтарса чан ҫапма пуҫларӗ; икӗ пӗчӗк чан илемлӗн кӑна чӗтренсе-янӑраса кайрӗҫ; чан тукмаккисем хуллен ҫеҫ, анчах пӗр тикӗс пырса перӗнеҫҫӗ те, чан сасси пурне те илтӗнет, ҫапла пулин те вӑл ҫакӑнтан инҫех каймасть пулмалла. Морис-мустангер хӳшшинче ним сас-чӗвӗ те илтӗнмен. Вӑрлӑх ҫӗре ӳкет; анчах ҫӗр ҫийӗн халь ӗнтӗ сивӗ хӗвел кӑна ҫӗкленет, сивӗ ҫил чупать, сивӗ пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ… Темиҫе сӑмахпа вӑл трюма шыв ӑнсӑртран ҫеҫ кӗни ҫинчен хӗрарӑмсене пӗлтерчӗ, уҫӑ тинӗсре хӑрушлӑх пысӑках пулма пултараймасть терӗ; лешсем тинех лӑпланчӗҫ. Анчах вӗсен те ӗҫӗсем ӑнӑҫса пыман. Эсир пӗлетӗр, — чеен йӑлтӑр-ялтӑр вылянтарса, куҫӗпе кӑна кулчӗ вӑл Ромашова, — тактикӑна вӗт эпӗ унран лайӑхрах пӗлетӗп. — Пӑхӑр-ха, Динго йӗрет пек! — кӑшкӑрса ячӗ пӗчӗк Джек, йытта пӗчӗк аллисемпе мӑйӗнчен ыталаса. Апла тумасан, юнашар тытнӑ икӗ ҫатан карта хушшине типӗ тислӗк тултарса хума пулать… — Ҫапла-а-а… Киле ҫитсен, эпӗ пушшех хӑракан пултӑм, чун пӗртте вырӑнта мар. «Анчах халь юлхавланса лармалли вӑхӑт мар», — шухӑшларӑм эпӗ. Тӑртанса кайнӑ куҫ айӗсем унӑн — хуйхӑллӑ, кӳлӗ тӗслӗ кӑн-кӑвак; сӑмси те вилнӗ ҫыннӑнни пекех шӗвӗрӗлсе юлнӑ. Гимназистсем, пачах урӑхла, пӗр-пӗринпе ытла та хӑвӑрт ҫывӑхланаҫҫӗ, вӗсенчен эпӗ кӑштах шикленетӗп те. Паганель ҫак вырӑнти пӗр пысӑк чул айӗнчен тӗтӗмпе пар мӑкӑрланса тӑнине асӑрхарӗ. Ӑна ҫапла калатӑп: «Савнӑ ҫыннӑм, манӑн аялти йӗм ҫук та эпӗ ӑна мӗнле сана парам-ха? Тускубӑн — ҫар, ун енче — ял ҫӗр улпучӗсем, хавра плантаторӗсем, тата — ҫав тери аркатуллӑ вӑрҫӑ хыҫҫӑн, вӑтӑр ҫул каялла, хула ҫурчӗсен харпӑрлӑхҫи пулса тӑнисем. Анчах пысӑк хӑлхаллӑ, кулӑшла сӑмсаллӑ тата кашни уринчех ултшар чӗрнеллӗ, пӗчӗк ураллӑ ҫара ҫерҫи пек туса ӳкерекен ватӑ чеканщик Гоголевӗн пуринчен те лайӑхрах тухатчӗ. Унӑн кӗмӗл тӗслӗ ҫути ҫӗр пичӗ ҫине ачашшӑн сарӑлать, анчах вӑл Хӗвел ҫути пек куҫа йӑмӑхтараймасть. Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ нихҫан та кун пек вӑрах вуланине астумастӑп. Вӑл ҫав пӗтӗм ӗҫе Гек епле хутшӑннин вӑрттӑнлӑхне сцена ҫинчи пысӑк искусствӑпа уҫса кӑтартса пачӗ, анчах мистер Джонс каласа кӑтартнипе интересленесси хытӑнах чакса кайрӗ, ҫынсем хӑйсем тӗлӗннине те питех палӑртмарӗҫ, урӑх чухне вӑл ун пек пулмастчӗ ӗнтӗ. Эпӗ — хирӗҫ. Вӑл ман ҫине сиксе ӳкрӗ, анчах эпӗ айккинелле пӑрӑнса ӑна каллех петӗм, ҫӗмрен йӗппи ӑна хулпуҫҫирен тӗкрӗ. Петлюровецсем Корчагинсенне япаласем нумаях тупаймарӗҫ. — Пиртен ним чухлӗ те ан именӗр, хӑвӑр мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвар, эпир те сиртен именмӗпӗр, — уҫӑлса ҫӳрӗр, вулӑр, ҫынсем мӗн калаҫнине итлӗр е, кӑмӑл пулсан, ҫывӑрӑр, — хушса хучӗ вӑл. — Ҫавӑн, эпӗ вӗлернийӗн… вӑл чӑнах вилнӗ пулсан? Вичкӗнччӗ вара хӑй, шуйттан пек вичкӗнччӗ! Настя таврӑннӑ. Юлашкинчен, телейлӗ ҫыннӑн кӗпине тупайманшӑн тарӑхса, вӑл ашшӗн ҫуртне каялла тавӑрӑнма шут тытнӑ та, ҫул ҫинче вара хирте суха хыҫӗнчен савӑнӑҫлӑ юрӑ юрласа утакан сухаҫа курах кайнӑ. «Вот, ку телейлӗ ҫын, — тенӗ вӑл, — е ҫӗр ҫинче нимӗнле телей те ҫук». — Пысӑк шишках мар. Лупашка хӗрринчи снаряд сирпӗтсе кӑларнӑ хӑйӑр тӗмески урлӑ вӑл аран-аран йӑванса каҫрӗ. Юрататӑн-и? — Вӑй ҫитерме ҫук? «Пилигрим» халӗ ҫӳллӗрех широтасенче е, урӑхла каласан, шутланинчен чылай кӑнтӑрарах пулнине Дик Сэнд пӗлмерӗ, пӗлме те пултараймарӗ. Ҫурт стенине ҫил кӑштӑртаттарса илчӗ. — Кам килет? Ӑна кунта ытла та йывӑр. Кашни кунах начальствӑпа хирӗҫет. Ну, юрать… — Уҫла! Опытлӑ стариксем ҫине шанса, вӑл ӗҫе кирлӗ пек ӑнланса илме ӗлкӗреймен-ха. Манӑн вӗсемпе пӗрле ҫула тухса каймалли ҫеҫ юлчӗ. — Кур-ха, хыткукар! Ҫитменнине тата сирӗн тетӳ вилнӗ, ҫавна май унӑн чунне асӑнни пулать. Ерофей Кузьмич шалаварпа кӗпене пуҫтарса илчӗ те, алӑка шалт хупса хӑварса, кухньӑна тухрӗ. Костя ботинкине тӑхӑнма пуҫларӗ. Йӗрке пӗлекен халӑх мар, — терӗ вӑл, пальтопа чӗркенсе тата ларкӑч ҫине майлашса ларса. Анчах Анна Михайловна хӑйпе ӑмӑртса тавлашакан шӑхличӗ шӑпланнине лайӑхах туйрӗ, курчӗ хӑй ҫӗнтернине, унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫларӗ. Вӑл мана ураран патакпа персе ячӗ, эпӗ юр чӑмакки ярса илсе ӑна питӗнчен лектертӗм; вӑл тулхӑра-тулхӑра тарчӗ, эпӗ ӗҫлеме пӑрахса мастерскоя кӗрсе карӑм. Володьӑн театра питӗ каяс килнине эпӗ пӗлетӗп; унта кайма вӑл укҫи ҫуккипе кӑна килӗшмест, тепре шалу иличчен пилӗк тенкӗ кивҫен укҫа дворецкинчен ыйтса илес шутпа тухрӗ халь. Акӑ, юлашкинчен, пурне те кичем пулса карӗ. Капендюхин хуткупӑсне Салаутин аллине тыттарать те кӑшкӑрать:— Давай! Каялла чакса станина урлӑ каҫнӑ чух Озеров ӳкрӗ, сиксе тӑрсан вара, хӑйӗнчен сулахайра, ҫывӑхрах, пӗр ҫирӗм метрта танк курчӗ. Тутисем чӗтресе кайрӗҫ, пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене аран-аран чарчӗ. — Телей пулмасӑр, киле кӗрсе куртӑр! Эпир ҫапла тӑвӑпӑр, — терӗ те Сталин, ҫеҫпӗл чечекӗсене сӗтел ҫинче ларакан сарлака та лутра вазӑри пысӑк ҫыхӑ ҫумне чиксе хучӗ. Ноябрь уйӑхӗ пӗтсе килет, юлашки сроксем иртеҫҫӗ. Маттур! — Курӑпӑр. — Каҫарӑр, княжна, — мӑкӑртатрӗ Малевский, йӑлт шуралса кайса. Пӗр самантлӑха эпӗ, кинжала ҫурӑм хыҫӗнче тытса, алӑк урати ҫинчех чарӑнса тӑтӑм. Эпӗ партипе хирӗҫсе пурнакан духовенствӑри господасене хирӗҫ ҫырнӑ чухне мана пӗтӗм тӗрӗслӗхе калама ирӗк параҫҫӗ. — Апла эсӗ мана питӗ юрататӑн? Халӗ Ян ҫук ӗнтӗ, ун вырӑнӗнче урӑххи тӑрать», терӗ хуралҫӑ. Унтан шӑпах пулчӗ, вара шӗвек пӑл-пӑл! туни илтӗнсе кайрӗ. — Хӗлле пулман ҫӗре каяҫҫӗ, тет вӗсем. — Хӑвӑн тусу сан умӑнта ӑслӑ шухӑшсем каласа парать, эсӗ пур — ӑна итлесшӗн те мар. Унсӑр пуҫне виҫӗ кунлӑх апат-ҫимӗҫ илӗр. Агитколоннӑна тата вырӑнти коммунистсене пӗтерсе тухсан, сирӗн ушкӑн хӑвӑра пулӑшма килекен сотньӑпа пӗрлешет. Командовани ҫур сотня командирӗн аллине куҫать. Ватӑ пиччӗшӗ, кил хуҫи, ҫар ҫынни тата аристократ, короле ҫывӑх тӑракан паллӑ ҫын пулнӑскер, хӑйӗн кивӗ замокне сайра килкелесе кайнӑ, вӑл е Версальте, е ҫарта пурӑннӑ, тӑлӑх ача аякри замокра пӗччен юлнӑ. Ҫын, арӑмӗн кӗпи аркинчен тытса пурӑнма хӑнӑхнӑ пулсан, мӗнле революционер пулма пултартӑр-ха вӑл? Ку та ун пурнӑҫӗнче паллӑ пулнӑ, анчах вӑл инкеклӗ пулнӑ. — Йӗкӗтсем, перӗр! Пур пӗрех пӑлхарсене пӗтӗмпе персе пӗтерейместӗр! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл. Гленарван аллинчи яхта икӗ мачтӑллӑ судно пулса тӑрать. Унӑн фок-мачта, ҫав мачта ҫумӗнче фок, марсель тата брамсель пур, грот-мачта чалӑш гротлӑ, пысӑк стаксельпе пӗчӗк стаксель, латинла фок тата штагӑвӑй паруссем пур. Парсӑр пуҫне те яхта ахаль паруслӑ судносем пекех ҫӳреме пултарать. Бандура хӗлӗхӗсене ӗнерчӗ те вӑл, ӑна пӑнтӑртаттарса юрлама тытӑнчӗ: Ой ти, мiсяцю, мiй мiсяченьку,Ти, зоре ясна! Ой, свiтiть там по подвiр'ю,Де дiвчина красна. Пӗр вӑхӑта шӑпланчӗҫ. Паянлӑха малтанхи пекех пултӑр; хуласем ҫывӑхӗнче кӑнтӑрла ишместпӗр, паллах; ҫакланма пулать. Эпӗ сире улталасшӑн мар, ҫитменнине хамӑн чӑнлӑхӑма та кӑтартса паратӑп. Шӑмма ҫити шӑнтакан кӗрхи пӗр сивӗ каҫ ӗҫхалӑхӗн темиҫе теҫетке пин ывӑлӗсем, ҫӗр каҫа Сиваш урлӑ каҫса тӑшмана хыҫалтан пырса ҫапас шутпа, тинӗс пырӗн сивӗ шывне кӗрсе кайнӑ. Игнат ывӑлӗ ҫине пӑхса илнӗ те кулса янӑ. Ҫакӑ вӑл — нихҫан та йӑнӑштарми предприяти… Эпир кун пек те тӑватпӑр. Паттӑрлӑх наградӑна тивӗҫ, тирпейсӗрлӗх — наказание. Эпӗ ун ҫине хуллен пӑхса лараттӑм та, ҫав пит тӳррӗн ӳпкелешмесӗр вилекен ҫын тахҫан ӗлӗк ман аннепе ҫывӑх пулнине, ӑна кӳрентернине мана-мана каяттӑм. Воропаев колхоз председателӗ ӑҫтине ыйтрӗ. — Халӗ ватӑ тесе пӑхса тӑмаҫҫӗ, кирек кама та каяҫҫӗ. Юргин каллех хӑйӗн салтакӗсене кӑшкӑрса ӑнлантарма пуҫларӗ: — Тыткӑна лекнисен ушкӑнӗ витӗр тухӑр та тӳрех нимӗҫсене штыксемпе! — терӗ вӑл. Старикӗн тем пысӑкӑш кӗлеткине курни Луизӑшӑн пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. «Хӑрама пӗлмен шуйттан!» — тесе шухӑшларӗ Ҫемен, залран тухнӑ май. — Мӗн тӑватӑр эсир манпа?.. Вӑкӑрсен-и? Тата кӑшт леререх ҫул хӗрринче пӗр кӑкӑр ачи выртать, йӗре-йӗре кӑвакарса та кайнӑ вӑл — амӑшӗ тарма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе пӑрахнӑ пулмалла. Унтан, яланхи пекех лӑпкӑскер, тухса кайрӗ. Усси ним чухлӗ те ҫук вӑл ӗҫрен, анчах — инкек курма ансат. — Анчах ку япала сулӑ пек туйӑнмасть-ха, айккинелле тайӑлнӑ карап кӳлепи майӗ пур… Ҫапах та:— Тархасшӑн, мӗскӗн хӗрачаран ан кулӑр! — терӗм. Акӑ ҫемҫе пукан; эсир ывӑннӑ… — Тӗлӗнмеллескер эсӗ, — тет вӑл, — мӗн каламалла-ха сана? Шутласа тупрӑм! Уҫкӑч шыраса эпӗ тата ӑҫта кӗрсе кайнӑ пулӑттӑм-ши, ӑна пӗрре те калама пултараймастӑп. Варахпа карчӑк таврӑнчӗ. Ун умӗнче этем пурнӑҫӗн тутӑ пулассишӗн кӗрешнипе пӗрмай тӑрмашуллӑн, канӑҫсӑррӑн иртекен пурнӑҫӑн ӳкерчӗкӗ анлӑраххӑн та тӗрлӗ тӗслӗн сарӑлса пырать. — Каласа пар, итлӗпӗр мӗн-мӗн ҫӗнӗ хыпар пуррине. — Эпӗ вулама та пултаратӑп, — каллех чи малтан пуҫларӗ Петруҫ, — часах ак перопа ҫырма та вӗренетӗп. «Кам литаврсене ҫапма хӑять?» кӑшкӑрса янӑ вӑл. Ҫав самантрах ман пуҫ умне ҫак халӑх патӗнче мана кӗтсе тӑракан мӑшкӑлпа намӑс кӗрет пырса тӑчӗҫ. Эпӗ кунта, хамӑр патра кирек хӑш лилипут та ытла пӗчӗк туйӑннӑ пекех, пит пӗчӗк те мӗскӗн курӑнатӑп вӗт. Мӗн мурне кун пек вӗҫетпӗр-ха эпир!? — ыйтрӗ Петька, эпир ерипентерех утма пуҫларӑмӑр. Вӑл пукан ҫинчен яшт сиксе тӑрать те, пӗр сӑмах чӗнмесӗр питне ҫума тытӑнать. Халӗ ӗнтӗ, сулӑ пӗр-пӗр сӑлтавпа прилив вӑхӑтӗнче ҫырана ҫитеймесен, ӑна вӑл ниепле те тинӗселле каяссинчен чарма пултараймасть. Халӗ артистсене кӳпкенине ӑҫтан пӗлме пултаратӑн-ха эсӗ? Ун ҫинче ҫарти майлӑ костюм, хура-кӑвак пуставран ҫӗлетнӗскер, пуҫӗнче пустав картуз. Психика енӗпе тӗрӗс. — Сӑмавар та лартман! — асӑрхаттарчӗ Павел. Анчах эсир ҫавсемсӗр пурӑнса пӑхӑр-ха, — епле ҫӑмӑл пулать! Ҫав вӑхӑтрах тытаҫҫӗ те чуралӑхӑн тулаш формине улӑштараҫҫӗ, чурасемпе суту-илӳ тӑвас йӗркене пӗтерсе хураҫҫӗ, вара чуралӑх пӗтнӗ тесе шутлаҫҫӗ, ҫакна хӑйсене хӑйсем ӗнентереҫҫӗ. Ывӑнса ҫитнӗ, мӑй таранах ӗҫсем айне пулнӑ ҫынсем ӑна итлерӗҫ, тӗлӗнчӗҫ, хӗрхенчӗҫ те, ним калама пӗлмесӗр аллисене ик еннелле сарса тӑчӗҫ. — Эпир вӗсене чечексемпе кӗтсе илтӗмӗр. Вӗсем эпир ӑҫтан чечек тупнинчен тӗлӗнсех кайрӗҫ, пирӗн чечек тавраш туллиех. Пурте ун ҫине пӑхрӗҫ, вӑл тата ытларах хӗрелчӗ. — Володя театра юратать, — терӗ Анна Степановна, — ҫав тери юратать… — Анне! Тухтӑр кулса ячӗ. — Анне, пӗр самантлӑха кӑна тухма пултаратӑн-и? — ҫиленсе каларӗ Володя, унтан тухса кайрӗ. Анна Степановна та кула-кула ун хыҫӗнчен утрӗ. Ачасем — турӑ пиллӗхӗ, ачасем — савӑнӑҫ. Вӑл лайӑх актер пулчӗ пулас. Тек пӗр минут та чӑтаймастӑп пуль терӗм, ҫапах тепле чӑтрӑм: тӳсес пулать тесе шухӑшларӑм. — Шыв сыпӑр-ха, — терӗ Монтанелли кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Лару пуҫланчӗ те. Вӑл сӗтел ҫинче выртакан мӑлатука ярса тытрӗ те хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос сӑнӗ патне ыткӑнчӗ. — Хуть те хаҫатсене пичетлӗр. Сӑрӑ ҫӗрсем ҫинче ҫамрӑк кукуруза калчи шӑрт пек тапса тухнӑ. Эпӗ ҫак юлашки сӑмахсене хӑйӗн ӗмӗтне ытлах шанман ҫын пек каларӑм. Ман пирки мӗн сӑмахлаҫҫӗ-ши тата? Йывӑҫсен хӑмӑр-кӑвак мӗлкисем лӑпкӑн тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ уҫланкӑна. Кирек мӗнле ӗҫре те пӗрремӗш ӑста. Ҫывӑрмалли пӳлӗмре арӑмӗ Петра:— Алексей таврӑннӑ, эпӗ ӑна куртӑм, вӑл ӗнтӗ Мускав пирки ухмахах ерет. — Эпӗ дворянина та, пупа та шанман пулӑттӑм, анчах вӗсем пӗрле пулсан хӑрамастӑп; вӗсем пӗр-пӗрне йӗрленӗ чух пурте лайӑх пулса иртме тивӗҫ. — Мӗне? Вӑл кукша пуҫне хӑйне вӗлернӗ ҫыннӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса выртать. Пӗчӗк пулӑсем вӗсен ҫинчен хӑвӑрттӑн иртсе каяҫҫӗ. Иртет! — мӗкӗрнӗ Игнат, куҫӗсене хаваслӑн чалкӑштарса. Зоя Никитишна, пире Нидермеерӑн La lac-не юрласа парӑр-ха. Давыдов, затвора уҫса хупса, кӗпҫене патрон кӗртсе лартрӗ те, пистолетне пиншак кӗсйине чиксе, ҫапла каларӗ: — Мӗн эс, Макар, питӗ савӑнӑҫлӑ паян! Гленарван та хутшӑнма вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутларӗ. Анчах подполковника пӗр харӑсах икӗ телефон шӑнкӑртатса чӗнчӗҫ. Джемма, чунӑм, эсӗ тата… падре пирӗн организацие кӗрсен, эпӗ епле телейлӗ пулӑттӑм! — Вӗсене турӑ ҫынна валли туса панӑ, пӑчӑр вӑл — ирӗкри, вӑрманти кайӑк. Вӑл пӗр пӗччен ҫеҫ мар: вӗсем, вӑрманти тӗрлӗрен чӗрчунсем, уйри, шыври чӗрчунсем, шурлӑхрипе улӑхри, тӳремрипе лапамри чӗрчунсем, нумай — вӗсене вӗлерме ҫылӑх, ан тив, пурӑнччӑрах вӗсем ҫӗр ҫинче хӑйсен ӗмӗрӗ вӗҫне ҫитиччен… — Эсир тӗрӗс калатӑр, — тесе килӗшрӗ унпа Джон Мангльс, — анчах, кунти ҫырансенче маяк пулма пултараймасть. Курман-илтмен япала вӑл! — тенӗ. 1686 ҫулта Вильям Дальнье, кӑнтӑр енчи тинӗссенче чапа тухнӑ флибустьер тата пират, нумай хаваслӑ та сахал мар хуйхӑллӑ приключенисем туса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн «Лебедь» ятлӑ карапӗпе Ҫӗнӗ Голландин ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ хушшинчи ҫыранӗн хӗррине 16°50' широта тӗлӗнче ҫӗмӗрттерсе ҫитнӗ. Сирӗншӗн мӗн эпӗ? — Ҫапла, хыпарсем лайӑх мар. Эпӗ вуласа пӗтерсен Жихарев, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шаккаса, татах каларӗ: — Вӑт — пурӑнӑҫ! Ну, ку юрӗ ӗнтӗ, ан юраттӑр, ҫын чӗрине вӑйпа кӗрсе лараймастӑн. Кӑшт кӑна ҫини хӑйсен хырӑмӗнчен тӑрӑхланӑ пек ҫеҫ пулнӑ. Яланах вӑл сюртукне те, галстукне те, жилетне те хура тӗслине тӑхӑнать. — Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр, — пӳлчӗ Зинаида, — сирӗнтен кашни мӗн тӑвасса эпӗ хамах калатӑп. Карл Иваныч хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен кайран пӗр хут ҫеҫ мар, пӗрешкел йӗркепе, пӗр сӑмахсемпех, пӗр сасӑпа каласа кӑтартнине пула, эпӗ унӑн калавне пӗр сӑмах улӑштармасӑр ҫырса кӑтартасса шанатӑп: паллах, вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫайманнине кӑтартса тӑмастӑп. Большевиксем тавӑрмаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене кӑна пӗр шеллемесӗр айӑпласа ответ тыттараҫҫӗ, анчах сире, эсир кулаксем ӳкӗтлени хыҫҫӑн кайса колхозран тухрӑр пулин те, эсир тырра ҫаратса кайрӑр тата пире хӗнесе тӑкрӑр пулин те, — сире эпир тӑшмансем тесе шутламастпӑр. Мӗн ҫитӗ: акӑ — каҫпала ремонтра ӗҫлекенсен баракне каятӑн та, унта виҫӗ тенкӗпе тем тӗрлӗ хитре хӗр тупатӑн, чӗлхӳпе ҫулласа илӗн. Айтӑр-ха, юратнӑ тусӑм, ӑна пӑртак вӗренткелер. Ҫатан урлӑ каҫса сада кӗрсен, Артамонов шӑппӑн картишнелле утать. — Юрӗ, апла, хамӑра улталани ҫинчен пӗр сӑмах та ан шарлӑр. Шӑп ҫӑк самантра Кукушкин, мотора вӑраххӑн ӗҫлеттерсе, самолётне аяккалла тытрӗ. Анчах ҫавӑн пек рыцарь натурӑллӑ ҫыншӑн инкек-синкек те хӑрушлӑх курасси — вӑй-хӑвата пиҫӗхтерсе ҫитермелли хӑнӑхнӑ мел кӑна. Уйӑх ҫути пӳлӗмри тӗттӗм кӗтессенчи пирсене, гипсран тунӑ алӑсене, пукан ҫине хӑварнӑ драпировкӑна, панталонне тата тасатман аттисене ҫутатать. Ӗлӗкрех вӑл гусарта пулнӑ, ҫарта телейлӗ те тӑнӑ темелле; вӑл мӗншӗн отставкӑна тухса чухӑн вырӑна вырнаҫнине никам та пӗлместчӗ. — Каҫарӑр мана, эпӗ сирӗн ӗҫӗре хутшӑннӑшӑн; эпӗ патша ҫуртӗнче пулкалатӑп; хӑвӑр ӗҫӗре каласа парӑр, тен, эпӗ сире пулӑшма пултарӑп, — тенӗ вӑл тата ҫемҫерех сасӑпа. Трюма аяла ҫитичченех кӗрсе курчӗ вӑл, винтӑсен пайӗнче те пулчӗ, машинӑсен пайне те ҫитрӗ. Кунта вӑл машинӑна ӗҫлеттермелли, ҫунтармалли япаласем мӗн чул кирли ҫинчен тата унӑн вӑй-хӑвачӗ пысӑкки ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. — Ах, ҫапла-ҫке вӑл тӗнчере: аванни усаллинчен яланах начар пурӑнать!.. — хурлӑхлӑн каласа хунӑ Медынская. Акӑ, ҫак этем ури килсе пусман сӗм вӑрманта та вӗсен офицерӗн вӑйлӑ конвойсӑр ҫӳреме хӑюлӑхӗ ҫитеймест. Ак хайхискӗр сасартӑк Огнянова пырса тапӑнчӗ, Огнянов, шурса кайнӑскер, аяккинерех пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ, йытӑ, хаяррӑн вӗрсе, ун ҫине кашкӑрла сикрӗ. — Юрать. «Халӗ чи киревсӗрри пулать!» — шухӑшларӗ Ромашов. Ҫаплах пулчӗ те вӑл. Паллах, кунта чир-чӗр пулӑшман ӗнтӗ. Ҫитес эрнере уяв тӗлне мӗн те пулин туянса килме хулана хам каятӑп, — терӗ. Пурпӗр ҫунтармалла! Сире эпӗ час-часах аса илеттӗмччӗ, Александр Анисимович. Хӗрача пурччӗ унпа пӗрле: хӗреччӗ-и е мӑнукӗччӗ… Вӑл ҫакна хакла хунӑ, хӑйне ҫакӑнта, шывпа сывлӑш хушшинче, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ шухӑш хӑйӗн ҫивӗчлӗхне, пурнӑҫ — хӑйӗн хакне ҫухатакан ҫӗрте, лайӑх ҫын пек курӑнма юратнӑ. Анчах памасӑр тӑма хӗнччӗ, эпӗ вара ӑна пӗр икона патӑм, анчах темиҫе тенкӗ тӑракан Псалтирьне пама хӑяймарӑм, вӑл мана пысӑк анӑп тунӑ пек туйӑнатчӗ. Ӑна Тускуб хӗрӗн кӗпе арки ҫут тӗнчерен уйӑрнӑ. — Ӑҫта ҫук пуль вӗсем? Ха, епле санӑн ӳт-тирӗнтен пӗтӗм чунна пӑчӑртаса кӑларнӑ пек, пӗр михӗ шӑмму ҫеҫ юлнӑ! Анчах Николай Антоныч нимӗн туйман пек мал еннелле пӑхса тӑчӗ. Вӑл тӑнсӑр выртать. Халӗ вӑл хӑй кӑна. Ҫакна хирӗҫ ответ панӑ пекех ҫӳлтен пирӗн кимӗ вӗҫсе анчӗ. Те ӑна ҫил вӗҫтерсе ӳкернӗ, те унӑн айӗнчи пӑр та, пирӗн айри пекех катӑлса кайнӑ? — Ҫӗр пур-тӑк — ҫӳре ҫӗр ҫинче. Эсир чӑнахах та итлесшӗн-и вара? Юлашкинчен эпӗ хамӑн тарҫа хам кӑларса илнӗ чулсене вӑрттӑн малтанхи вырӑна кайса хума хушрӑм. Епле килсе лекрӗн эс кунта? — каллех ыйтрӗ Ольга. — Мӗн интересӗ унта! — терӗ Троекуров, — ӑна вӑл лайӑх паллать: Дубровский ӑна виҫӗ эрне хушши музыкӑна вӗрентрӗ, тата, тав турра, уроксемшӗн нимӗн те илмерӗ. Профессор хыҫҫӑн алӑк хупӑннӑ, коридорта обходпа ҫӳрекенсен ура сассисем илтӗнми пулнӑ, анчах Мересьев ҫаплах куҫӗсене хупса шухӑшланӑ: «Урасем, урасем манӑн, урасем!.. — Пӗчӗкҫӗскер кӑна… сарӑскер… — сӳрӗклӗн ответленӗ Любовь. Юланутҫӑ чӗлпӗрне йӗнер сӑмси ҫине хучӗ, унччен хулпуҫҫи ҫинче выртнӑ тӗве ҫӑмӗнчен тунӑ казак пашлӑкне васкасах тӑхӑнса питне хупларӗ те лашине юртӑпа чуптарчӗ. — Консепсиона ҫитиччен ниҫта та… Лаша пӗр икӗ хутчен туртӑннӑ, анчах тухайман, каллех кӗрсе ларнӑ та темӗскер шутласа тӑнӑ пек пулнӑ. Лена кровать ҫумне ларчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ҫакна та пӗлнӗ: вӑрманта ҫуран ҫӳрекеншӗн пӑшал вӑйлӑ хӳтлӗх пулса тӑрать. Ку чул ҫыран пӗр Прометея ҫеҫ канлӗх пама пултарать. — Пире шанмасть вӑл, факт! Сехӗрленӳ Игнат куҫӗнчен ҫаплах ҫухалман… — Ухатниксем, — терӗ старший лейтенант лӑпкӑн, курӑк ҫине канлӗн тӑсӑлса выртса. Ӑнлантӑн-и? Пит те шел мӗскӗне! Чунӗ те юлмарӗ вара хӗрӗн. «Мӗн туса хураҫҫӗ-ха вӗсем мана? — Курӑп-ха, ӑҫтан тупӑн эс ман урана юрӑхлӑ пушмак. Ҫавӑн пек хӑраса пӑхӑннисене Кирила Петрович хӑйне тивӗҫлӗ парӑм вырӑнне шутланӑ. — Юргинӑн сасси хытӑрах та хытӑрах тӗрекленсе, ҫилӗллӗ, хӑватлӑ вӑйпа тулса пычӗ. Эпӗ канашлура пурне те каласа парӑп. Тӗрӗслӗхпе илемлӗх мӗн иккенне курни тата ӑнланни кирлӗ, вара эсир мӗн калаҫни тата шухӑшлани, сирӗн маншӑн та, хӑвӑршӑн та телей суннисем пӗтӗмпех кӗл пек вӗҫсе саланӗҫ. Манӑн самах ҫакӑнпа пӗтрӗ те! Пӳртӗн чылай пайне хӑпаланса пӗтнӗ пысӑк кӑмака йышӑннӑ. — Мӗнле унтан та ытларах? — тесе ячӗ Гленарван, ҫак ӑнланмалла мар сӑмахсенчен аптӑраса кайса. Олеҫҫӑна куллен курасси, унӑн чӗрене пырса тивекен сассипе янравлӑ куллине илтесси, унӑн ҫепӗҫ чеченлӗхлӗ ачашлӑхне туйса тӑрасси маншӑн кирлӗлӗх кӑна мар, унран та пысӑкраххи пулса кайнӑ ӗнтӗ. Кусем шутне Кольхаун та кӗнӗ. Вӑл ыттисенчен ытларах хӑраса ӳкнӗ. Лайӑх кил-ҫурта, киле кӗрӗп, тейӗпӗр. Манӑн пур — хӑй пирки нимӗн те шарламасть… — Эпир королева умне кайса чӗркуҫҫи ҫине ӳкетпӗр. Икӗ ача хӑйӗн ашшӗне вилӗмрен ҫӑлма йӑлӑннине вӑл илтмесӗр юлмӗ тесе шанатӑп эпӗ. — Сурасчӗ ман ӗҫ ҫине! — Носков? Алексей тӗмескесем хушшинче шыв кӳленчӗкӗ курчӗ те ун патне пырса ӳпӗнчӗ. Ӳпӗнчӗ те ҫавӑнтах каялла туртӑнчӗ: тӗксӗм шыв тӗкӗрӗ ҫинчен ун ҫине паллас ҫук хӑрушла ҫын сӑнӗ пӑхни курӑнчӗ. Эпӗ унтан пӑрӑнтӑм та пӗр сӑмах та чӗнмерӗм. Пӗлместӗп, хӑҫан та пулсан тепӗр хут ҫырма пуҫлӑп-ши. Акӑ вӑл, тусан ҫӗклесе, ишӗлсе анчӗ. Ишӗлчӗк стена витӗр ҫаралса юлнӑ малти пӳлӗм курӑнчӗ. Тӗлӗнмелле тата: вӑл ҫавӑн пек асӑрхаттарнисем, пачах та урӑхла япаласем ҫинчен каланисем итлекенсене пӗртте кансӗрлемен, кансӗрлеме мар — вуласа панине тата лайӑхрах ӑнланса, тавҫӑрса илме ҫеҫ пулӑшнӑ. Темскер пулассӑнах туйӑнать. — Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр, турӑ каҫартӑрах ӑна; арестленӗ каҫхинех ытла хытӑ хӗненине чӑтаймасӑр вилсе кайнӑ, асаплантарнине чӑтса тӑрайман, тет, ҫав мӗскен, мӗн пӗлнине каласа панӑ, тет, вара. Эсӗ те ҫавӑнта кайма хатӗрленетӗн-им? — Мӗскӗн хӑравҫӑ, мана хирӗҫ аллуна ҫӗклесенех вилетӗн эсӗ! Анчах эпӗ кунта ҫӗнӗ ҫын, йӗрке-тӑрӑма пӗлместӗп. Анчах, кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ документсем ҫинчен вӗсем ӑнланнӑ пекех калакан пӗр япала Гленарвана часах йӑпантарса ячӗ. Вара Лось тӗттӗм нӳрӗк юлашкине ӗҫрӗ, — вӑл флаконра чылаяхчӗ: Аэлита ӑна кӑштах ҫеҫ сыпнӑ… — Сана ӑшӑ пулать. — Ну мӗн, Мстислав Сергеевич, чӗрӗ-и? — Питӗ аван! — терӗ ватӑ джентльмен. Джемма ҫапла шухӑшласа тӑнӑ хушӑра Пӑван хӑвӑрт ҫӗкленчӗ те, куҫне аллисемпе хупласа тата тутисене витӗрех шӑтарас пек хытӑ ҫыртса, сӗтел патне ларчӗ. — Факт, тӗрӗс! Каҫ пулас умӗн лашасене уя кайса ярасси, ирхи шурӑмпуҫпе киле илсе кӗресси — ялти ача-пӑчашӑн питӗ хавас япала. Вӑл, хӗрарӑмсем пекех, сӑмсине шӑнкартрӗ, унӑн ҫӳҫӗсем те, сухалӗ те арпашса пӗтнӗччӗ. — Эсир малтан пӗр стакан эрех ӗҫсен, лайӑхрах мар-ши? Лукашка ӑна аван казак пек туйӑнать пулин те вӑл ку калаҫуран пӑрӑнать, мӗншӗн тесен вӑл — хорунжи арӑмӗ тата пуян, Лукашка вара — ахаль казак ывӑлӗ, тӑлӑхскер. Ҫитменнине унӑн хӑйӗн хӗрӗпе ҫапла часах уйрӑласси килмест. — Вилчӗ пуль, шеремет… — Эпир улпутпа иксӗмӗр питӗ ырӑ ҫынсем, — ӗнентерчӗ Ванюш. Любишкин, сӑмахран, татӑклӑнах Нагульнов майлӑ пулчӗ, Яков Лукич вара, тути хӗррисене пӗрсе тытнӑ та, сӑнран пӑхсан ҫав тери кӳреннӗ ҫын пек, Нагульнов витӗмлӗ ӑс панине хӑй тутанса курнӑнах туйӑнать. Полкри офицерсенчен нумайӑшӗ пуп таврашӗнчен, ҫавӑнпа ӳсӗр сехетсенче те лайӑх юрлаҫҫӗ. Анчах Разметнов ӑна хӑлхаран: «Эсӗ, Ипполит пичче, халӑха чуна тивекен сӑмах кала-ха…», — тесе пӑшӑлтатсан, старик пуҫне пӑркаласа илчӗ. Ҫӗр ҫул анчах иртнӗ, государӗмсем, Аслӑ Петр ҫак Атӑл тӑрӑх кимӗсем яни. Халӗ пӑхӑр — анаталла-тӑвалла пинӗ-пинӗпе вутлӑ кимӗсем ҫӳреҫҫӗ… — Ӑҫта пирӗн пек ухмахсен чей ларса ӗҫме, — терӗм ӑна эпӗ, Пушкин ҫырнӑ юрӑри тахҫан иртнӗ вӑхӑтри чи пултаруллӑ тӑсланкӑсенчен пӗрин мухтаннӑ сӑмахне аса илсе. — Пур, Ленӑҫӑм, пур ҫут тӗнчере ҫавӑн пек ҫынсем. Пӗр-пӗр сӑмахпа килӗшмесен вӑл пуҫне сулахайра сылтӑмалла пӑрать, килӗшнӗ чухне кӑшт ҫеҫ малалла таять, анчах пуҫне сахал тайнӑран унӑн вӑрӑм ҫӳҫӗсене аран хускалаҫҫӗ. Конюхсем вара хӗрсене самантрах хавхалантараҫҫӗ. Кунтарах сик-ха, ак ҫакӑн пек. Халӗ куратӑн-и? — терӗ Джо индеец. Талькав мӗн чул шантарса тӑрсан та, мӗскӗн Гленарван питӗ хӑраса ҫӗр каҫрӗ. Васко Нуньес Бальбоа — питлӗхпе те тимӗр кӗпепе, шлемӗ ҫине тӗк тирнӗ, чӗркуҫҫи таран шывра тӑрать. Кам хӳтӗлӗ Раҫҫее? Кӑнтӑрлахи апат умӗн общество каллех е калаҫса ларма, е вулама пуҫтарӑнать; каҫхине уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, картла выляса, музыка итлесе ирттереҫҫӗ; вунӑ сехет ҫурӑра Анна Сергеевна хӑй пӳлемне каять те, ыран валли хушусем парса, ҫывӑрма выртать, Базарова ҫак кулленхи пурӑнӑҫӑн виҫелӗхе, кӑштах хаваслӑ тӗрӗслӗхе килӗшмен: «рельсӑсем тӑрӑх пынӑ пек пыраҫҫӗ», — тенӗ вӑл ливрей тӑхӑннӑ лакейсем, мӑнкӑмӑллӑ кил пӑхакансем унӑн демократилле туйӑмне кӳрентернӗ. Шуйттан шлагбаум урлӑ вӗҫсе каҫрӗ те ут пулса тӑчӗ, тимӗрҫӗ вара хайне урам варринче, шухӑ утпа вӗҫтерсе пынине курчӗ. Анчах та хӑраса ӳкет пулсан — ухмах эппин вӑл. — Ан ҫӗмӗрлӗр, ан шаккӑр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, унтан пуҫне ярса тытрӗ. Кӑнтӑрла вара, пурте вилсе пӗтнӗ пек пуш-пушӑ урам тӑрӑх утса тух — пӗр ҫынна та тӗл пулаймӑн. Пулемётсемпе малти линие! Унта йывӑҫ турачӗсене тыткаласа анма май пур, анчах канавра пулсан, тапӑнакансем замокӑн виҫӗ хутӗнчен те пӑрахакан снарядсенчен пытанмалли хӳтлӗхсӗр тӑрса юлаҫҫӗ. Кам сана ӑна ҫитерет? Анюта Гвоздевран ҫырусем пымасан хӑй пӑшӑрханнине, тунсӑхланине сисме пуҫларӗ. Пурте хурантан ҫиеҫҫӗ, Пантелей кӑна айккине уйрӑммӑн ларнӑ та йывӑҫ тирекрен ҫиет. Сӑмах май вӑл мана хӑйӗн шӑллӗ Степан — ӑна, икӗ ҫул каялла Юнкерсен шкулне вӗренме кайнӑскере, вӗсем Этьен тесе чӗнеҫҫӗ — офицере тухни ҫинчен каласа пачӗ. Суяҫҫӗ вӗсем! Вӑл пӑхни хӗре вӑтантарать ахӑр. Унӑн ялан хупӑнса ҫӳрекен тутисем, чӗтресе илсе, сасартӑк темле ачалла кулнипе сарӑлса каяҫҫӗ, ку вара Макарӑн ытла сивӗ сӑнлӑ пит-куҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть, ҫакна курсан, чи малтан Устин Рыкалин тӳсеймерӗ. Пирӗн куҫсем хире-хирӗҫ тӗл пулчӗҫ те, иксӗмӗр те хытӑ кӑшкӑрса ятӑмӑр. Эпӗ сехре хӑпнипе кӑшкӑрса ятӑм. Вӑл урса кайнӑ вӑкӑр пек мӗкӗрсе ячӗ те, ман еннелле васкаса утрӗ. Чертокуцкий чылай вӑхӑт хушши сӗтел умне ларассипе лармассине пӗлмесӗр тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн, мана вӗлерсе япаласене ҫаратса кайнӑ вӑрӑ-хурахсене шыраса, ҫӑнӑх йӗрӗпе кӳлӗ патне пыраҫҫӗ, вара леш шурлӑхлӑ ҫырма тӑрӑх каяҫҫӗ. Ӑна темиҫе хут та ҫӗнетсе юсанӑ пулас, ун ҫинчен шалпар платье тӑхӑннӑ, хура сӑн-питлӗ азиат пӑхать, ун пит-куҫӗ пӗрре те ахаль ҫынӑнни пек мар, пухӑнса тӑнӑ ҫынсене пуринчен ытла унӑн чӗрӗ куҫӗсем тӗлӗнтереҫҫӗ. Кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх хушшинче икӗ кӗрӗклӗ тем пысӑкӑш арҫын тӑратчӗ — ҫавна та астӑватӑп. Ҫакӑн пек кӑмӑл-туйӑмпа партин районти организацине епле ертсе пыма пултаратӑн-ха эсӗ? Мана вӗрентекен учитель тарҫисенчен пӗрине е мӗн те пулин илсе килме, е ҫавӑрӑнса тӑма, е пӗшкӗнсе тав тума, е ларма, е ура ҫине тӑма, е утса ҫӳреме тата нумай ыттисене те тума хушрӗ, вӑл хушса каланӑ сӑмахсене эпӗ хут ҫине ҫырса пытӑм. — Апла пулсан, — терӗ труках Роберт, — ҫав ҫынсем патне эпӗ хам каятӑп, вара эпир курӑпӑр… Роберт калавне вӗҫне ҫитереймерӗ, ӑна Мэри чарчӗ. Анчах чӑмӑртаннӑ чӑмӑрккисем ачан кӗрешӳ вӑй-хӑватне нимле сӑмахран та лайӑхрах каласа параҫҫӗ. — Кондрат Майданникова сӑмах паратпӑр. Пӗрре сиксе, вӑл курӑк хушшине шавсӑр кӗрсе ҫухалать. Вӗсем кунталла килеҫҫӗ. Эпӗ хам чӑнлӑхран пытанмастӑп, — вӑл манӑн ӑшӑмра пурӑнать… — Эй, Смит, — терӗ кимӗ ҫинчисенчен пӗри, акӑлчанла. — Ҫакса вӗлерччӗрех мана, енчен эпӗ такам пулӑшма чӗнсе кӑшкӑрнине илтмерӗм пулсан. Хӑрах куҫлӑ тетте, хура упа, пуҫне салхуллӑн сӗнксе шкап тӑрринче ларать, кӗтесре роллер выртать, лутра ҫавра пукан ҫинче темӗнле коллекцисем пуҫтарнӑ, — вара эпӗ Р. пӗчӗк чухне мӗнле пулнине тӗшмӗртсе чухларӑм — ҫавӑн пекех вичкӗн те виҫеллӗ хӗрӳ, ҫӳҫне малалла казакла усӑнтарса янӑ, ҫавра питлӗ. Венера Хӗвел ҫаврашки тӗлӗпе пит сайра иртет. Анма васканӑ хӗвел чӳрече витӗр аякран кармашса пӑхать, унӑн хӗрелнӗ ярӑмӗнче тусанлӑ та йывӑр, иода шӑрши кӗрекен сывлӑш курӑнать. Сӑртсем ҫинче Роберт вилӗм шӑтӑкне кӑна мар, ҫав шӑтӑка витмелли мӗнле те пулин чуллӑ ҫӗрӗн татӑкне те тупнӑ пулӗ. Чиркӳ пуш-пушӑ. Халӑхӗ ҫукпа пӗрех. Кӗлтума юратаканнисем те пылчӑкран хӑрарӗҫ пулмалла. Пилӗк минут паратӑп сана, салтак пек пул! — Эп ӑнланатӑп, — терӗ Петр шӑппӑн, унӑн аллине чӑмӑртаса. Вӑл хӑйӗн хӗҫне театрти пек выляс шутпа туртса кӑларман ӗнтӗ. Хула хыҫа юлчӗ. Патакпа вӗҫен кайӑка вӗлерме мар, пеме те ҫуккине эпӗ хам та пӗлетӗп. Ку вӑйӑ вӗт. Ӑна пӗчӗк Джекпа Халима пулӑшрӗҫ. Вӑл Фомана хирӗҫ кулкаласа пӑхса тӑнӑ. Ҫак ӗҫсем йӑлтах пӗр сехет хушшинче пулса иртрӗҫ, анчах та вӗсем ҫав тери нумай пулчӗҫ, — Алексей вӗсене тӳрех тавҫӑрса та илеймерӗ. Ҫавӑнтах вӑл куҫса килнисене кунта малашне мӗн-мӗн тумалли ҫинчен каласа кӑтартакан Корытова курчӗ. Эпир ӑна йӳнӗ хакпах парас ҫук! Хӗр ытла та уҫӑмлӑн курӑннипе, Алексей пӗр самантлӑха ҫӗкленсех илчӗ. Эпӗ пӗрмаях ҫӑвӑн пек шухӑшланӑччӗ те. Анчах Кольхаун хӑй куккӑшӗн ывӑлне вӗлернӗ тени ытла та ӗненмелле мар тухать. Вӑл Дани чӗлхипе те ирӗккӗнех калаҫать. Манӑн хам сӑмаха иртнӗ кӗркуннерен, хам Инсаровпа ҫывӑхрах паллашнӑ вӑхӑтран, пуҫлама тивет. — Пӑх, пӑк, пӑ… пӑ… ӑ… ӑ… к, кунта, — ҫапла каласа, генерал йӑлтах табак тӗтӗмӗ айне пулчӗ. — Мӗн сӳпӗлтетӗн ҫав эс? — чӳречине шалт хупса хучӗ кӳршӗ арӑмӗ. Лозневой айӗнче вутӑ ишӗлсе анчӗ. Эпӗ хытӑ утатӑп… — Эп тата хытӑрах, — терӗ Гаррис пуҫ тайса. Юлашкинчен эпӗ, Оренбург хули хуптӗрлӳри инкеке лексен, ӑна хупӑрласа илнӗ тӑшмана хирӗҫ епле тӑрӑшса ҫапӑҫнине хамӑн генерал та каласа пама пултарнине кӑтартса патӑм. — Шварца йышӑнчӗҫ, — терӗ ҫамрӑк офицер, чӗтренипе шӑлӗсене шакӑртаттарса. Ку шӑпах ҫыхӑнусен теорийӗ!.. — Ачине илӗр унран, — ҫилленсе канаш пачӗ Артамонов, вара ҫав самантрах ачан ҫемҫелсе кайнӑ кӗлетки патнелле темиҫе хӗрарӑм алли тӑсӑлчӗ, анчах Волков намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те аяккалла тарчӗ. Тем пулса тухас пур малашне, ҫавӑнпа эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса, хӑвӑртрах чавмалла та, кайран ӑсра вӑтӑр ҫичӗ ҫул чаврӑмӑр тесе шухӑшламалла. Эпӗ юман, — тет вӑл… Мӗншӗн ҫилленес-ха манӑн сана? — Эрех те… Ку доктор ухмах вӑл, ӗнентеретӗп сана. Пуҫ тӳпинчи йӗрсӗр-тӗлсӗр ҫӳҫӗм пӗрмай тӑраткаланса тӑрать, эпӗ ӑна сурчӑкпа йӗпетсе якататӑп. Ҫав ту ӑшӗнчи вӑрттӑн ҫул ҫӗр чӑмӑрӗн варрине илсе пырать тесе юмах — вӑл ахаль сӳпӗлтетни ҫеҫ, пулма пултарайман фантазиллӗ шухӑш ҫеҫ пулмалла. — Ну, мӗнле унӑн? Мистер Морис юлашки хут сеттльменте кайнӑ чухне ҫул ҫине парса яма тесе эпӗ ӑна туллиех тултарса лартнӑччӗ. Тӑртаннӑ пакӑлчак сыппи хытса ларнӑ, халь ӗнтӗ вӑл пушшех хытӑрах уксахлать, анчах ура ыратни, хырӑмӗ ыратнипе танлаштарсан, нимӗнех те мар пек туйӑнать. Халь вара ку асап мар-и? — Питех те шутлатӑп, анчах эсӗ ман сӑмаха ан пӳл, малалла итле. Мусульман ҫӗршывӗсенчи тыткӑнри шурӑ ҫынсем хура чурапа улӑштармалла пулнӑ-ҫке-ха. Эпӗ приказ парӑп. Вӗсем пӗр-пӗрне нумай вӑхӑт хушши курман, анчах чӗрисемпе яланах пӗрле пулнӑ. Анчах Бекки ӑна асӑрхамарӗ пулмалла, вӑл ун еннелле пӑхмарӗ те. Ӗлӗк сирӗн аннӳ пирӗн кӗпе-йӗме ҫӑватчӗ, эсир шыв тултараттӑр. Иван Никифорович пӗчӗк куҫлӑ, сарӑрах, вӗрсе хӑпартнӑ пек питҫӑмартипе ҫӑра куҫхаршисем хушшинче вӗсем курӑнмиех пытанаҫҫӗ, сӑмси те унӑн пиҫсе ҫитнӗ слива майлӑ. Анчах хальхинче йӗри-тавра пушах. Вара, ывӑлӗ мӗн те пулин ытлашши, тен, нихҫан каҫарма пултарайми сӑмахсем каласа ярасран хӑраса, вӑл хӑй васкасах:— Саншӑн эпӗ… Тен ҫын та вӗлернӗ пулӗ… — терӗ. Темӗнле ӑраснарах йышши пулмалла… Юлашкинчен, вӑл вӑйран кайса чутах шыва путман. Ҫӗнӗ опера пулать, теҫҫӗ. Эпӗ акӑлчансен вӑййисемпе йӑпану-куллисем ҫинчен те асӑнтӑм, пӗр сӑмахпа каласан, ман шутпа пирӗн тӑван ҫӗршыв чапне мӗн ӳстерме пултарать, ҫавсене пӗрне те асӑнмасӑр хӑварас мар, терӗм. — Ҫӗнӗ сатирик? Вӑл хӑйӗн ачисене — ҫичӗ ҫулхи хӗрачипе вунпӗр ҫулхи гимназиста — виҫӗ вӗҫлӗ пушӑпа пӗҫертетчӗ, арӑмне бамбук патаккипе ура хырӑмӗнчен хӗнетчӗ те хӑй ӳпкелешетчӗ: — Мировой судья мана эпӗ ҫав меслете китайсенчен илнӗ тесе суд турӗ, анчах эпӗ китайсене хам пурӑнӑҫра та курман, вывескӑсемпе картинсем ҫинче ҫеҫ курнӑ, тетчӗ. Тыт та йӑтса кӗр. Повозка ҫинче резинӑллӑ тӗксӗм плащ тата каскӑ тӑхӑннӑ нимӗҫ офицерӗ выртать-мӗн, — ӑна кантрапа ҫыхса лартнӑ. Кунти шывӑн пӗр пайӗ ҫӗр айӗнчи хӗрӳлӗхе пула пӑс пулса ҫӳлелле хӑпарма та пултарать; ҫавӑнпа пирӗн пуҫ тӑрринче пӗлӗтсем ҫӳреҫҫӗ, кунсӑр пуҫне ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче, аслатиллӗ ҫиҫӗм кӑларакан электричество та пулса тӑрать. Эккей, Урвана телей. Чӑнах та ӗнтӗ, тӑр-пӗчченех чухне те вӑл хӑйне ирӗклӗн, ҫителӗклӗн туйнӑ, пӗчченех уҫӑлса ҫӳрет-и, чечексем пухать-и, пуканепе выляса пуплет-и — яланах хӑйне тӑн-тӑн ҫын пек тыткалать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вара, сирӗн умӑрта ача мар, ҫитӗнсе ҫитнӗ пӗчӗк хӗрарӑм, теме те пулнӑ. — Малтан вӑл мана качча тухасшӑн марччӗ, халӗ ӗнтӗ юратать, тунсӑхлать! Ача-пӑчан кӑмӑлӗсене пула инкек-синкек сиксе тухасран асӑрханса Гленарван Роберта куҫран ямасть. Луизӑн куҫӗсем ӑҫта килчӗ унта пӑхкаланӑ, хӑлхи хӳшӗ умӗнчи уҫланкӑран килекен кашни сассах пит хытӑ итленӗ. Ҫак сӑмах Фоман хӑй кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ; халиччен вӑл ун пек кун пекки ҫинчен нимӗн те шухӑшламан пулнӑ. Халь ӗнтӗ Лопуховсен килӗнче лайӑх мар, чуна тӑвӑр пек. Мӗншӗн тесен, Яков Лукич кулакшӑн тӑван ҫын пулнине вӑл сиснӗ, ҫавӑнпа тивмест ӑна, пӗтӗм ҫиллине ман ҫинче кӑларать. — Санӑн та ун пек хут пур-и, Том? Анчах ҫавна тӗрӗс пӗлмешкӗн пиншер те пиншер ҫулсем хушши кирлӗ пулнӑ. Инҫете ҫул ҫӳренисем те Ҫӗр форми мӗнле иккенне пӗлме пулӑшнӑ. — Мӗне пӗлтерет ку? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ урнӑ пек. Ҫав самантра манӑн пуҫа темӗнле шухӑш пырса кӗчӗ: Вулич пекех эпӗ те хам ӑраскалӑм мӗнле иккенне пӗлме шутларӑм. Чих, чих, чих, чих… Эсӗ, Варюха, урапа ҫине вырт, ман пальтона ил, унпа витӗн, эпир мучипе иксӗмӗр, утӑ капанӗ айне вырнаҫӑпӑр. Хисеплӗ джентльмен тата ытларах пӑлханма тытӑнчӗ, вӑл вара, хӑй тивӗҫне ҫухатас мар тесе, мӑнаҫлӑн каялла чакма пуҫларӗ: — Эпӗ, паллах ӗнтӗ, нимӗн те каламӑттӑм, анчах фактсем… фактсем! Кӗске ҫӗр хӑвӑрт иртсе каять, хӗвелтухӑҫӗнчен шурӑмпуҫ хӗрелсе хӑпарать. Ун ҫине пӑхса илсен, Кузьмичов йӗкӗлтевлӗреххӗн йӑл кулчӗ те:— Соломон, мӗншӗн эсӗ кӑҫал ҫулла пирӗн N хулине ярмӑрккӑна жидсене кӑтартма пымарӑн? — терӗ. Нумайччен шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн Аржанов кӑмӑлсӑр каларӗ: — Выльӑх хӑех пӗлет вӑл: хӑҫан уттипе каймалла, хӑҫан — юртӑпа. Сӑмахне каласа пӗтереймесӗрех Дубровский питне аллипе хупларӗ, вӑл пӑчланса, сывлайми пулнӑ пекех туйӑнчӗ. Базаров ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Акӑ, мӗншӗн вӗсем, ҫав лайӑх ҫынсем, хӑйсем сухаллӑ пулин те, тепӗр чух сӑнӗ ӗшенчӗклӗ пулин те, Павел амӑшне ачасем пек курӑнчӗҫ. Лаша хӑранинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Вилес пек хӑратать те, вара куҫран тӗксен те, пурӗ пӗр ҫывӑраймастӑп, шабаш! — Кивӗ тимӗр, — терӗ Том. — Апла-тӑк ҫырмасенче. Ӑна чӗртсен, шӑрпӑкне сӗтел тӗлӗнче тыткаласа тӑчӗ, — шӑрпӑк вӑраххӑн ҫунса сӳнчӗ. Ҫавӑ-ҫав! Поэтсем ҫырмашкӑн та хӗрарӑмсем ҫавсене вулама пуҫланӑранпа (уншӑн вӗсене чӗререн тав тӑватпӑр) вӗсене ӗнтӗ мӗн чухлӗ пирӗшти ятне паман-ши, хӑйсен айванлӑхне пула ҫав комплимента ӗненнӗ, анчах ҫав поэтсемех Нерона, укҫашӑн тесе, ҫурма турӑ туса хисепленӗ… — Алексей лайӑх тӑвать… Кошевойпа старшинасем, ҫӗлӗкӗсене хывнӑ та, аллисене пилӗкрен тытса мӑнаҫлӑн тӑракан козаксем еннелле пуҫ тайса ҫавӑрӑннӑ. Сасартӑк манӑн умран пурте юха-юха иртрӗҫ, савӑннипе мана темле кулӑшла пулса кайрӗ, акӑ ӗнтӗ эпӗ ҫывӑратӑп… — Эпӗр ӗнер каҫхинех килсе ҫитрӗмӗр кунта, — калаҫрӗ вӑл ҫавна май. — Паян кунӗпех сире кӗтрӗмӗр. Анчах ку таранччен килнипе лашасем мӗнпур вӑйне пӗтернӗ, ҫавӑнпа вӗсем кӑкӑр таран шывра ытла та майӗпен пыраҫҫӗ. Нимӗн тулккине те пӗлмен ухмах пек ӗҫе тытӑнсан, шӗпӗнсене ҫӗрӗк шывпа пӗтересси ӑҫтан пулӗ унта? Вара куҫа ирӗке ятӑм: пиҫсе ҫитнӗ ырашӑн хумханакан уйӗсем, тӗксӗм ҫӗртме пусси, унта та кунта сухапуҫ, хресчен, тихаллӑ кӗсре, ҫухрӑм юписем; пирӗнпе хӑш ямшӑк пынине пӗлме ларкӑч ҫинелле те пӑхса илтӗм; ман питӗм ҫинчи куҫҫуль типсе те ҫитейменччӗ-ха, шухӑшӑмсем, тен, ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ аннерен аякра пулчӗҫ. Хӑш чух пӑхса шухӑшласа тӑратӑн: Эпӗ хам унӑн начальникӗ пулсан та, унӑн чӗрне хури тӗлӗшне те тӑмастӑп, тетӗн. Софья Ивановна (малтан вӑл унӑн пӗр сӑмахне те ӗненмерӗ) Воропаев валли кивҫен укҫа — ссуда илни ҫинчен, ҫурт ҫине юсани, кантӑк илни ҫинчен, пӗтӗм килхушшине пахча-ҫимӗҫ лартма (е Воропаев мӗн шухӑшлать, ҫавна тума) чавса тухни, тимӗр хапха хатӗрлесе хуни, карта тумалӑх чул туртса тултарни, виҫҫӗр тӗм ҫӗр ҫырли лартни тата кашкӑр тытакан пысӑк йышши йытӑ ҫури туянса яни ҫинчен ҫырать; унтан вӑл хӑюсӑррӑн Воропаевӑн малашне мӗн ӗҫлесси ҫинчен тата хӑйпе пӗрле хуҫа пулма тытнӑ шухӑша (тем курса тӑрӑн!) ку пӑрахман-и-ха тесе ыйтать Софья Ивановна ача сачӗн пуҫлӑхне Мускавран часах пӗр ача («ответлӑскер», тесе ҫырнӑ хӑй) килсе ҫитмелли ҫинчен пӗлтерни тата ҫавӑн пекех хӑйӗн Танечка ятлӑ внукӗ те Мускаври тусне хытӑ кӗтни ҫинчен Воропаева пӗлтерет. Пӗр сӑмахпа каласан, суд йӗркине тупӗ. Ун мӑйӗ ҫинчен вӗрен татӑкӗ сӗтӗрӗнсе пырать. Ҫапах та ку килӗшӳллӗ туйӑм мар. Пӗчченлӗхпе ӗҫсӗр аптӑрани мана сивлек салхулӑха путарчӗҫ. — Анчах сирӗнне мар, сэр! — тесе хучӗ Джон Мангльс. Самантлӑха лӑпланнӑ кӑшкӑрашупа суйӑхашу каллех пуҫланчӗ. Чи малтанхи шухӑшӗ Томӑн ҫакӑн пек пулчӗ: турра тав тӑвас та часрах йӗркене кӗрес, унтан вӑл кӑштах тӑхтама шут тытрӗ: аслатиллӗ ҫумӑр тепӗр хут тӑкма пуҫласси пӗртте сисӗнмест-ха. Мюльреди тӑна кӗрсессӗнех Гленарвана хӑй патне чӗнчӗ. Вӑл ҫуккине пӗлсен, майора чӗнсе илчӗ. Бульба хӗсӗнсе выртнӑ ҫӗртен тӗрлӗ шӑй-шая, ямшӑксен кӑшкӑрашуне ҫеҫ илтме пултарчӗ. — Тупнӑ кама шанмаллине! Салтаксем нимӗн чӗнмесӗр, вӗтлӗх турачӗсене шиклӗн сиркелесе, утӑм хыҫҫӑн утӑм туса малалла иртеҫҫӗ. Хӗвел пӑнчисем тӗнче уҫлӑхне тем пысӑкӑш электричество юхӑмӗсене ярса тӑраҫҫӗ. — Нимӗҫ вӑл уяса тӑрас ҫук. Сӑмах майӗпе каласан, эпӗ часах ҫак матрос пӗр-пӗрин пулманнине ӗненсе ҫитрӗм. Сильвер шӑппӑнрах шӑхӑрчӗ те, пичке патне тата такӑшӗ пырса ларчӗ. Выльӑх ӗрчетекенпе ҫӗр ӗҫлекенӗн хӑш вӑхӑтра ҫуркунне пулассине, хӑш вӑхӑтра ҫу кунӗсем ҫитессине, йӗпе-сапаллӑ кӗркунне хӑҫан пуҫланассине пӗлмелле пулнӑ. — Ав лерелле… — аран илтмелле каларӗ хупах хуҫи арӑмӗ, слива еннелле аллипе тӑсса. — Андрюшенька! — тепӗр хут, хальхинче хытӑрах каларӗ те вӑл, сасартӑк туратсене пӑрахса, Андрей патнелле ыткӑнчӗ, унӑн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанчӗ, хӑй мӗн каланине хӑй те илтмесӗр, тем пӑшӑлтатма пуҫларӗ… Ывӑлӗн куҫӗ илемлӗн те ҫуттӑн ҫунса тӑчӗ; кӑкрипе сӗтел ҫине ӳпӗнсе, вӑл амӑш ҫывӑхнерех шурӗ те хӑй ӑнланса илнӗ чӑнлӑх ҫинчен пӗрремӗш сӑмаха амӑшӗн куҫҫульпе йӗпеннӗ питӗнчен тӳррӗн пӑхса каларӗ. Мӗн пуҫсем тӑрӑх ҫӳретӗн эсӗ? — Ҫырлахах, турӑ! Урасене гимнастика тутарни питӗ ыраттарчӗ, анчах ҫапах та Мересьев вӗсене хуҫкаламалли вӑхӑта кулленех пӗрер минут таран хушса пычӗ. Пӑхма хӑть илемлӗ пулсанччӗ, хӑй ниме юрӑхсӑр. Эпӗ — каҫарӑр эсир — калаҫма пӗлместӗп! — тенӗ Фома, именнипе нар пек хӗрелсе кайса. Вӗсен тураттисем витӗр хӗвел ҫути кӑшт ҫеҫ ӳкнӗрен, аялта яланах тӗксӗмрех ҫутӑ тӑрать. Манӑн пӗр ҫынпа калаҫса илмелле-ха. Мӗнле мӑйпа-ши? Пуҫ хуранӗ сиенленнӗ, ҫавӑнпа ак аташать вӑл. Хӑй каллех чупакан, вӗҫекен, ҫапӑҫакан пуласси пирки вӑл халь пӗртте иккӗленмерӗ, вара, хӑйне хӑй яланах сӑмах пама юратаканскер, халӗ те сӑмах пачӗ: пӗрремӗш нимӗҫе ҫапса антарнӑ хыҫҫӑнах Оля патне пурин ҫинчен те ҫырса яратӑп. Темиҫе хутчен тытса ухтарчӗҫ, анчах яланах фабрикӑра листовкӑсем сарӑлнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне тин, ҫумӗнче нимӗн те ҫук чухне, вӑл сыщиксемпе хуралҫӑсене хӑй ҫине шанмасӑр пӑхтарма пӗлчӗ, вӗсем ӑна тытса ухтарсан, вӑл юриех кӳреннӗ пек пулчӗ, вӗсемпе тавлашрӗ, вара вӗсенех намӑслантарнӑ хыҫҫӑн хӑй пултарулӑхӗпе мӑнкӑмӑлланса утса кайрӗ. Ну, ӗҫлӗ калаҫусем хушшинче шӳтлӗ сӑмӑхсем те пулкаларӗҫех ӗнтӗ, ҫапах та пуринчен ытларах эпир унпа колхоза йӗркелесе ямалли плансене сӳтсе яврӑмӑр. Пӗр енчен Якуб ҫапла шутланӑ: кӗпе-тум шутне ҫырса пыма, килти тӑкаксен кӗнекине паллӑ туса пыма пӗлсен, хӗрарӑма ҫитрӗ те вара; тепӗр енчен, хӑй вӑл ырӑ католик пулнӑ пирки, «папеж» атте» каланине сивлесех Макҫӑмӑн австриецсене хирӗҫ вӑрҫмалла пулман, тенӗ хӑй ӑшӗнче. Ҫак ыйтусене Дик нимле те татса параймарӗ. — Ахалех, — терӗ ача кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле, вара пушшех пуҫне усрӗ. Эсӗ вӗт ниме те пултараймастӑн, вӗренмен те… Вӑл та хаяррӑн, тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, ҫак кӑшкӑрупа вӑл пурнӑҫ инстинкчӗпе пӗр тӑванлӑ, унпа чӗрчунсем чи пытарӑнчӑк тарӑнлӑхӗнче пӗтӗҫсе каякан чӗрчунсен инстинктне, харпӑр-хӑй пурнӑҫне сыхлама хатӗр тӑратакан инстинткне кӑтартрӗ. Ҫӳрисене сӗтпе тӑрантарса ӳстерекен чӗрчунсем пӗтнӗ, унтан иккӗмӗш тапхӑрти вӗҫен кайӑксемпе ҫӗлен-калтасем, юлашкинчен, пулӑсем, рак евӗрлисем, ҫемҫе ӳтлӗ моллюскӑсем пӗтсе пынӑ; тепӗр тапхӑр пуҫланас умӗнхи зоофитсем каллех пӗтсе лараҫҫӗ. Судья укҫине кӑштах парать, старик ҫав каҫах вил ӳсӗр пуличчен ӗҫет те ҫур ҫӗрчченех темӗнле икӗ шанчӑксӑр этемпе урамсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрет, кайран вӗсемпе пӗрлех каять. Паҫӑр, вӑл мана эсир те ҫак ӗҫе хутшӑннине тата леш ҫынна пӗлнине каласан, эпӗ ӑна: асту, Степан, — терӗм. Вӗсене пурне те тӗл пеме вӗренес тӗлӗшпе мишен ҫине пемешкӗн тунӑ. Темиҫе уйӑх хушши старик Синопӑна ҫӗмренпе лайӑх пеме вӗрентнӗ. Кӗрсе ӑшӑнӑпӑр пулӗ, Миките? Юлашкинчен мана пӗлекенсем умӗнче хам пӗтмеллипех пӗтнине туйса, аттерен: е гусар пулам, е Кавказа яр, тесе ыйтрӑм. Монтанелли ҫакна сиввӗн те татса-татса каларӗ, священник вара, вӑл каллех ҫилленчӗ пулӗ тесе шухӑшларӗ. Поляк чӗлӗм туртасшӑн, анчах шӑрпӑкне казармӑна хӑй манса хӑварнӑ, ҫилӗ юриех тарӑхтарасшӑн пек, совет енчен илӗртекен махорка шӑршине илсе пырать. Ҫав сасӑсем пӳлӗмре, хитре те янаравлӑ вак чулсем шӑнкӑртатнӑ пекех, хитрен илтӗнсе тӑраҫҫӗ. Станцӑ пуҫлӑхӗ ни вилӗ, ни чӗрӗ килне таврӑннӑ. Хапха умӗнче Тихон сӑмахӗсем уҫҫӑнах янӑраса кайрӗҫ: — Мӗншӗн-ха эсӗ килте ларатӑн, ачам? Ҫынсем уяв тӑваҫҫӗ, эсӗ ак килте? Ҫӗре сиксе анчӗ, лаши мӑйӗ ҫинчи шурӑ кӑпӑка ывӑҫ тупанӗпе шӑлса пӑрахрӗ. Пӑрахут чӗриклетрӗ, урайӗнче йӑваланса выртакан шӑвӑҫ савӑт-сапа, тӗркесем, кунтӑсемпе баулсем урай тӑрӑх пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесселле йӑвалана пуҫларӗҫ. Ромашов кӗсменсене бортсен ҫумне пӑрахрӗ. Тата улӑм пар, — тенӗ Миките, ҫав ӗҫе пӗтерсе хӑй каллех ҫуна патне пынӑ. Ача пӑрахса хӑварас таранах ҫитрӗ. Катя стена ҫумӗнче юпа пек хытса тӑчӗ. Эпӗ инкек-синкексенчен, чир-чӗрсенчен, ӳпкелешнисенчен йӗрӗнсе вӗсене юратмастӑм; хаярланса хӑтланнине — юн юхтарнине, хӗненине, ҫынтан сӑмахпа мӑшкӑласа кулнине курсан та, ҫавӑ мана пӗтӗмпех йӗрӗнтерсе яратчӗ; унтан часах темле урса каясси ҫуралса тухатчӗ, эпӗ хам вара тискер кайӑк пек кӗрмешеттӗм, ҫавӑн хыҫҫӑн вара хама тӳсме ҫук намӑс пулатчӗ. Ним тӑвайман енне персе янӑ пуля унта ҫитеймен: пуҫсӑр юланут ӗнтӗ инҫетре пулнӑ. — Эпӗ ӑна генерал чинӗ парассишӗн сасӑлатӑп, — хирӗҫ тавӑрчӗ Радуб. Мана пароход корми ҫине илсе карӗ, унта пӗчӗк сӗтел хушшинче чей ӗҫсе тата ҫав вӑхӑтрах хулӑм пирус туртса тем пысӑкӑш повӑр, шурӑ куртка та шурӑ калпак тӑхӑннӑскер, ларатчӗ. Чӑннипе, манӑн Валя Жуков патне ҫеҫ таврӑнмалла пулнӑ иккен, унта ҫитмешкӗн пилӗк минут ҫеҫ утмаллаччӗ. Вара тен, кам пӗлет — Ромашов ман умра тӳрре тухасшӑн мӗн суйса та мӗн чӑннине арпаштарса калани ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫитнӗ пулӗччӗ-и.Эпӗ Арбат плошадӗнче чарӑнса тӑрсаттӑм. Шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑнхи ыйхӑ пек ҫав, ытарма ҫук! — Ҫакӑ тӗлӗнмелле те ӗнтӗ. Тӑма вӑхӑт! Пӗр енӗ шап-шурӑ — Дик библин чи юлашки страницине касса илнӗ мӗн. Тепӗр енче «Апокалипсисӑн» икӗ стихне пичетленӗ. Юлашкинчен мана виҫӗ сӑмахне: «йытӑсем тата ҫын вӗлерекенсем» тенине ҫеҫ вулама май килчӗ. Панталеоне те тепӗр щеткӑпа — ҫӳҫ щеткипе — ун аттисемпе панталонне ҫине тӑрсах сӑтӑрчӗ. «ҫветтуй чиркӳ айӑплӑ ҫынна юн юхтармасӑр наказани пама ыйтать» тесе ҫырнӑ. Хӗҫпӑшала аялалла антарӑр, ахалӗн сирӗнтен хӑшӗ курока тивет, ҫавӑнтан хӗҫпӑшалне тӳрех туртса илетӗп. — Гостиница тетӗн? — Паганель ахӑлтатса ячӗ. — Маориецсен ялӗнче гостиница-и!.. Кашни каҫах тӳпен пӗр лаптӑкне пӑхса, ҫӑлтӑрсене сӑнамалла пулать, карттӑ ҫине кашни ҫӑлтӑр ӑҫта вырнаҫнине кӑна тӗрӗс палӑртнӑ пултӑр. Ҫӑрттан мучи тенкел ҫинчен вӑйӗ ҫитнӗ таран вӑр-вар сиксе тӑчӗ: — Чӗкеҫӗм, ҫапах килме пӗлтӗн-и! Таня тата хытӑрах кулса ячӗ. Эсир ӑна пӗлетӗр-и? Эсир, савнӑ Ромашов, йӑпантаркалӑр ӑна… ну, мӗнле те пулин кадриленципе-и ҫавӑнта. Е, тен, эсир купӑста яшки ҫисе пӑхатӑр? Эпӗ хӗре пилӗкӗнчен ҫитсе тытсан, савӑннипе кӑшкӑрса ятӑм. Ҫавӑнпа та вӑл юлашки кунсенче пӗртен-пӗр шухӑшпа пурӑннӑ — полка мӗнле те пулин ҫапӑҫӑва лайӑхрах хатӗрлесе ҫитересчӗ, тенӗ. Унӑн лаши пӗрмаях сылтӑмалла пӑрӑнма хӑтланнӑ, хуҫи ӑна сулахаялла уттарнӑ. Йӗри-тавра каҫхи тӗттӗм пӑтранса пуҫтарӑнать, лӑпкӑ сывлӑшра ман ура сассисем илтӗнеҫҫӗ. Павел хӑйне сыхлама хатӗрленсе тӑчӗ. Анчах ҫав пушӑлӑха хирӗҫ, ӑна йышӑнса илес тесе, суккӑрӑн чӗри тӗпӗнчен темскер пит йывӑррӑн тӑвӑлса ҫӗкленет. Ҫапла чылай вӑхӑт иртрӗ. Ун ротинче, вӑраххӑн та ҫине тӑрсах ӗҫленине пула, маршировкӑра ҫӳреме питӗ сайра тӗл пулакан, пач уйрӑм, хыттӑн пусса утаслӑх туса хунӑччӗ: салтаксем урапа ҫав тери ҫӳле йӑтса илеҫҫӗ те ӑна вӑйпалан ҫӗр ҫине лаплаттарса пӑрахаҫҫӗ. «Недоросль». Сасартӑк вӑл пуҫне ҫӗклет, куҫӗсем ун йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, вӑл урипе ҫӗре тапса илет, секретаре ҫав тери вирлӗн тӗртсе янипе, лешӗ кайсах ӳкет. Джим — Уотсон мисс чури Эпӗ ыйхӑран вӑраннӑ чух хӗвел ҫӳлтеччӗ ӗнтӗ, сакӑр сехет те иртнӗ пулас. Ял Совет патӗнчен Титок картишӗ еннелле ҫул тытрӗҫ. Анчах та, граждансем, кама та пулин хамӑртан пушӑ кӗлеткесем тутарма, эпир, большевиксем, пули-пулми чустаран тунӑскерсем мар! Диван хыҫӗ ҫумне ҫамкипе тӗртӗнсе нумай та выртман пек туйӑнчӗ ӑна, анчах вӑл куҫне уҫрӗ кӑна, пӗчӗк номерӗн икӗ чӳречинчен те хӗвел пайӑркисем чалӑшшӑн туртӑнса кӗнине курчӗ. — Пӗтертӗн эсӗ мана, — пӑшӑлтатса илчӗ Ярцев. — Станицӑра эпӗ санӑн Шпортнойна ҫеҫ мар, йытӑсене те пӗтӗмпех паллатӑп. Пирӗн ӗҫ ӑнчӗ: паян кӑнтӑрла хулара цирк пулмалла имӗш, ҫавӑнпа ялсенчен халӑх пухӑнма тытӑннӑ — юланпа та, хӑлтӑр-халтӑр урапасемпе те. — Шӑппӑнрах! Хальхинче вӑл мӗн калӗ-ши?.. Фарфортан тунӑ пек курӑнакан ҫын хута ӑшшӑнах та, сиввӗнех те мар вуларӗ, унӑн тикӗс сасси зала кичемлӗхпе тултарчӗ, ҫав кичемлӗх ҫавӑрса илнипе ҫынсем хытнӑ пек пулчӗҫ, ним хускалмасӑр ларчӗҫ. Анна Сергеевна Одинцова Николай Сергеевич Локтевран, паллӑ та хитре, картла выляма юратакан аферистран ҫуралнӑ. Нимӗҫсем Украинӑра мӗн ҫаратнӑ — пурне те пиншер-пиншер вагон тиесе, Германне ӑсатаҫҫӗ: ыраш, тулӑ, выльӑх… Лӑпкӑ океанӑн ҫакӑнти ҫӗрӗсенчен Англи аллинче тӑраканнисене пӗр ҫӗре пӗрлештерсе Австралиази теҫҫӗ. — Артур, эсӗ манӑн сӑмаха итлесе, эпир килессе кӗтме пултарнӑ пулӗ тесе шухӑшлатӑп, — терӗ урса кайнӑ Джули пӳлӗме хӑвӑрт кӗрсе. — Вара хӑйсен ҫӑткӑнлӑхне пула вӑйлӑ пулнисен куҫа хӑрушла курӑнакан вӑйӗ ишӗлсе анӗ, вӗсен ури айӗнчи ҫӗр ишӗлӗ, вӗсен нимӗн ҫине те пусса тӑмалли пулмӗ… Пӗчӗк хӑлхи айӗнче пӗрре ҫуталса, тепре вут пек хыпса кайса, тумлам пек бриллиант йӑлтӑртатса тӑрать. Тепри виҫӗ сехет те хӗрӗх минутра тин каять. Аппарат планета еннелле пырӗпе ҫаврӑнать. Мӗн чухлӗ ӑс! Ҫав ҫын сая кайсан, питӗ шел. Сая каясса сая каятех: хӗрӳ чӗреллӗскер, вӑл университетра тытӑнса тӑма пултараймастех. Анчах ку ҫырусене ӑна юратакан, ун пирки тунсӑхлакан, ӑна кӗтекен лайӑх хӗр ҫырнӑ. Половцев хӗрарӑм ҫине пырса ӳкнӗ те, унӑн питне минтерпе пусса лартнӑ, ун аллисене алшӑллипе ҫыхса хума тапаланать. Пынӑ ҫӗртех пӗр ҫӗре ҫавӑрӑнса кӗрсен, ҫулҫӳревҫӗсен умне ӑнсӑртран пӗр юхӑннӑ хупах тухса тӑман пулсан, тӳрех калас пулать, Айртона ҫул кӑтартса пыма питӗ йывӑр пулатчӗ. Унтан вара шанман сасӑпа ҫакӑн пек ыйтрӗ: — Эс ху вара мӗншӗн кайса каламастӑн? — Э, ниме тӑмана калаҫатӑр эсир, Ромашов, — пӳлчӗ ӑна Веткин. Огнянов вара чӑтса тӑраймарӗ. — Пит час таврӑнчӗ-ҫке! Пирвайхи хут тапӑннине урипе тапса сирсе ячӗ. «Эп тупӑп экспедицие, унтан вара кам пиртен тӗрӗссине курӑпӑр» тенӗччӗ ӑна эпӗ, унтан вара вунҫичӗ ҫул иртрӗ. — Ҫавӑн пекех пулса тухӗ ӗнтӗ, эпӗ ӑна кураймӑп, — терӗ салхуллӑн Лена, ассӑн сывласа. Эпӗ унта тӗлӗнмелле сӑнарсем куртӑм, уйрӑммӑнах — хӗрарӑмсене… Питӗ чее — ватӑ шуйттан… Сӑваплӑ тилӗ пек… куҫӗсем — пӗлӗт ҫинче, аллисем — ҫын хӗвӗнче. Ирхи шуҫӑмӑн вӑйсӑр ҫути Кольхаунӑн сӑнӗ вилӗ пек шурса кайнине тата путса аннӑ куҫӗсем хӑрушла йӑлкӑшнине уҫса кӑтартнӑ. Ҫамрӑк ача час-часах аманнӑ тутисемпе, е кӑвакарнӑ ҫамкапа, е шыҫса кайнӑ хӑлхасемпе пынӑ. — Каласамччӗ, Павлуш, сирӗн Шаламовӑра хӗвеле темӗскер пулни курӑнчӗ-и? — тесе ыйтрӗ Федя. — Устиновича курма пулать-и? Хӑвӑр айӑпӑра эсир ҫапла кӑна тӳрлетме пултаратпӑр: ҫырткалӑр, эрех ӗҫер те, фронтсен картта умне тӑрӑр, мӗн кӑмӑлна каять, ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартӑр. Чей ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн тата хӑйӗн крыльци ҫинчен тусем ҫине, ир ҫине, Марьянка ҫине пӑхса савӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл вӑкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗтӗк сӑхманпа поршни ятлӑ шӳтернӗ атӑсем тӑхӑнчӗ, пилӗкрен кинжалне ҫыхса ячӗ, пӑшалне тата ҫырткаламаллипе табак тултарнӑ хутаҫне илчӗ те, йыттине хӑй хыҫӗнчен йыхӑрса, ирхине улттӑмӗш сехетре станица хыҫӗнчи вӑрмана тухса кайрӗ. Ирӗке янӑ йытӑсем хӳрисене пӑлтӑртаттарса хӑйсен савӑнӑҫне палӑртрӗҫ, силленсе илчӗҫ, тӳрленсе тӑчӗҫ те, лӑпӑс-лӑпӑс чупса, шӑршлакаласа, хӳрисене выляткаласа, тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ. Юр пӗлӗчӗсем ҫӳлелле, алхасуллӑ ҫил-тӑман ҫавринелле вирхӗне-вирхӗне вӗҫеҫҫӗ. Берсенев, хӑйӗн сӗнӗвӗпе килӗшнӗшӗн ҫав тери савӑнса, каймалли ҫӗрелле утрӗ. Нумайӑшӗсене упӑшкисем туй хыҫҫӑн пӗрремӗш ҫулӗнчех чышкӑсемпе тӑрантараҫҫӗ. — Пӑ-ра-ах эс ҫав кӗнекесене! — канаш панӑ Фома, самах ӑҫтиҫук япала ҫинчен пынӑ пек. Мӗн тума кӑна сӗкӗнетӗп пулӗ эпӗ?» — шухӑшларӗ вӑл салхуллӑн. — Эпӗ хам та кунта пӗтӗмпех арпаштарса янӑ пулӑттӑм. Ватӑ ткач Борис Морозов, кӑн-кӑвак сухалӗ ӑшне пытаннӑ ӑвӑс пек сарӑ питлӗ, пӗчӗкҫӗ те имшеркке старик, шап-шурӑ тум тӑхӑннӑ тата вилнӗ ҫынна ҫунӑ пекех ҫуса тасатнӑскер, хӑйӗн аслӑ ывӑлӗн — пӗр утмӑл ҫулхи старикӗн хулпуҫҫийӗнчен уртӑнса, ура ҫине тӑчӗ те, пӗр ӳтсӗр типшӗм аллипе сулкаласа, каҫса кайсах кӑшкӑрчӗ: — Пӑхӑр акӑ, — тӑхӑрвунӑ ҫулта эпӗ, тӑхӑрвуннӑран та иртнӗ, шутла-ха! «Воспитани памалла, воспитани памалла!» Сен-Жером манпа кӑмӑллӑ, мана мухтать, эпӗ ӑна курайми пулма пӑрахрӑм ҫеҫ мар, вӑл хӑшпӗр чухне ман пултарулӑхпа, ман ӑспа ӑна е кӑна тумасан намӑс тесе каланӑ вӑхӑтра эпӗ ӑна юратнӑ пекех туйӑнать. — Вуласа парас-и? — Вӑйсӑр, касӑра пынӑ ҫӗртех выртаҫҫӗ, ну, эпир вӗсене тӑвартӑмӑр та пӗве патне курӑк ҫине ятӑмӑр. Жихарев куҫхаршисене тапратса мана каларӗ: — А ҫав кӗнекине, Демона, эпӗ сана пама пултараймастӑп, уншӑн ҫирӗм пус парам-и сана? Пӗрле чухне, пӗр самант сиктермесӗр тенӗ пек, унпа шӑкӑлтатнӑ, мӗнпе те пулин ӗҫлӗ пулма тӑрӑшнӑ, пур япала тӗлӗшпе те хӗр унӑн шухӑшне пӗлесшӗн пулнӑ тата яланах ун шухӑшӗпе, вӑл каланипе килӗшнӗ. Вара хӑйне валли утма ҫӗнӗ норма йышӑнса, утӑмӗсене шутласа малалла шурӗ. — Ҫаплах ҫав, эпӗ, ухмах, ӑна астуман та. Чикӗ ҫывӑхра пулни пурне те пӗр ҫывӑрмасӑр сыхӑ тӑратать. Иккӗшӗ те вӗсем хӗрлӗ тӗсе пит ҫывӑх, анчах тӗксӗмрех, тикӗсрех те ҫепӗҫрех кӑна. Вара пурте ун ҫине пӑхса шӑпӑртах пулчӗҫ. — Кунта нимле ферма та, ял та ҫук, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Унӑн сӑмахне пӗрре те пӳлмерӗҫ, анчах каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн шывпа ларакан стакан патнелле аллине тӑссан, вӑйлӑ ҫумӑр пекех, ыйтусем тӑкӑнма пуҫларӗҫ. — Пӗтӗм пурлӑха пӗрлештермелле пулать-и? Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл хӑй умӗнчи пӑрӑнса иртме ҫук сукмака курчӗ, ҫав сукмак пушӑ, тӗттӗм вырӑн тавра выртать. Ҫав сукмакран пӑрӑнма ҫук иккенне ӑнланни унӑн кӑкрине суя лӑпкӑлӑхпа тултарчӗ. Эп пӗлместӗп ӗнтӗ… ахӑртнех, сирӗн хушӑра вӗчӗ пулнӑ пуль! Тен, ку хӑюсӑрлӑх вӑл пирӗнпе пӗрле нумай ларманнинчен килнӗ пуль: вӑл, пӗлӗт ҫинчен ӳкекен ҫӑлтӑр пек, пирӗн куҫ умӗнче ярӑнса илет те — ҫухалать. — Пар, Лука! Калаҫу закон хӳтӗлеме пӑрахнӑ пӑлхавҫӑсем ҫинчен пырать. — Унашкал япаласем ӗнтӗ халь пӗтрӗҫ, — тепӗр хут каларӗ вӑл. Дубровский ҫинчен хӑшпӗр чух аса илӗр. Сӑмахран, хӗрарӑмсем мӗншӗн арҫынтан малтанрах путаҫҫӗ? Вӑхӑт иртнине кура хӑрах енӗ унӑн тайӑлса пусӑрӑннӑ, ҫакӑ пӗчӗк ҫурта уксах пекле те мӗскӗннӗн кӑтартать. Йӗр урлӑ каҫма ан хӑйнӑ пултӑр. Вӑхӑчӗ шунӑҫемӗн шӑвать. Кунсӑр пуҫне Айртон экспедицине Виктори провинцийӗ тӑрӑх ертсе кайма килӗшрӗ. Ку та ҫавӑн пекех ӗҫсем ӑнса пырасси ҫинчен калать. Вӑл кресло ҫинче ҫаврӑнкаласа илчӗ, питҫӑмарти шӑммисене выляткаларӗ, чӗлӗмпе тапак чышма тытӑнчӗ. Морис хирӗҫ нимӗн те каламан, тути кӗтессисемпе кӑна йӑл! кулса илнӗ; ҫакӑнтан ӗнтӗ чӑпар мустанга Морис мӗншӗн ӑраснах лайӑх астуса пӑхнине Зеб Стумп нимӗн те чухлайманни палӑрнӑ. Ялан пӗр евӗрлӗн, кичеммӗн тӑсӑлакан кунсенче вӗсен вӑйсӑр шухӑш хумӗсем аран ҫеҫ, пӗрчӗн-пӗрчӗн кӑна ҫутӑлкаласа илеҫҫӗ. Шайламасӑр ҫӳрекен учёный куҫран ҫухалсанах ҫак сценӑна куракансем пурте, майорсӑр пуҫне, чарӑнайми ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Капитан авланманччӗ, хӑй патӗнче вӑл виҫӗ тарҫӑ тытатчӗ. Хӑйӗн тарҫисене вӑл сӗтел хушшинче иксӗмӗр пӗрле мӗн калаҫса ларнине итлеме чарнӑ пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл манпа ҫапла пурӑнни мана асӑрхавлӑрах пулма вӗрентнӗ пек туйӑнчӗ. Анчах вӑл ман пирки ҫав тери нумай тӑрӑшнине пула, эпӗ ун патӗнче пурӑнма хӑнӑхса ҫитрӗм. Ҫак вӑхӑтра эпӗ лашана илсе килӗп. — Ҫиччӗ… — шӑппӑн хуравларӗ Демка арӑмӗ, ырӑ ӗмӗтпе ӑшӑнса тӑнӑ пирки куҫне ҫӗклеме те шикленсе. Амӑшӗ сасартӑк темӗнле нимӗне хӗрхенмен, этемле мар хаяр япала ҫывхарса килнине туйрӗ. Дворец, ӑшӗ хӑйӗн пуянлӑхӗпе, илемлӗхӗпе куҫа илӗртет, анчах вӗсем ытлашшипех нумай, пӗр хаклӑ япала тепӗрне хупласа хурать, ҫавӑнпа та, юлашкинчен, вӗҫсӗр-хӗрсӗр гобеленсем, бронзӑсем, хрустальсем, тӗкӗрсем, картинӑсем, сӗтел-пукансем тата хӗҫпӑшалсем тимлӗхе мухтаҫҫӗ, куҫа ывӑнтараҫҫӗ. Кира амӑшӗ мана пӗр классикла произведени сӑмахӗсемпе саламларӗ, ӑҫтан килнӗ сӑмахсемччӗ-ши вӗсем — астӑваймастӑп. — Халь вилнӗ вӑл… Мӗн эсир капла? Хыпарсӑр ҫухалнӑ та — ӗҫӗ те пӗтнӗ! Унӑн мӗнпур ӳтне пит пысӑк ӑсталӑхпа тӗрлесе пӗтернине пӑхсан, вӑл хисеплӗ вырӑнта тӑраканскер темелле. Тӑшманӗ вӑйлах пулмалла; пирӗн, шанчӑклах мар казаксемсӗр пуҫне, сана тӗртсе каламастӑп, Максимыч (урядник кулса илчӗ), мӗн пурӗ те ҫӗр вӑтӑр ҫын ҫеҫ. — Чимӗр-ха! — терӗ Сашенька, итлесе. Япалана курма пӗлмеҫҫӗ вӗсем. Ҫак ҫын «Дункан» ҫинче мӗнле пулма пултарнине вӗсем ниепле те ӑнланаймаҫҫӗ. Вӑл Киприян Благоюродивӑйпа мар, Денис Целомудрайпа пулнӑ. — Апла-тӑк, калӑр-ха, мӗн тӑвас пулать манӑн? Емельян аллисене сулламасть, хускалмасӑр ларать, вут ҫине ҫамкине пӗркелентерсе пӑхать. Ҫак сайра тӗл пулакан кайӑксем туземецсемпе вӗсен йыттисенчен хӑраса нихҫан ҫын пырса кӗмен вӑрмансене пытаннӑ. — Радӑшӑн-и? Полковникӗн пӗверӗ ыратнӑ, арӑмӗ ытла пысӑк парӑмсене кӗрсе тусӑнтарнӑ иккен ӑна, ҫавӑнпа та юлашки виҫӗ эрне хушшинче полковник калама ҫук тарӑхса ҫитнӗ. Петр ларчӑк ҫине улӑхса ларчӗ; Эпир гранит масси ӑшӗнче пулнӑ. Вӑл чарса тӑни калӑхах пулчӗ. — Капла эсӗ шӑнса пӑсӑлма пултаратӑн. Яков хӑйӗн ҫемҫешке урисем ҫине тӑчӗ, вӗсем авӑнса илчӗҫ, унӑн пӗтӗм кӗлетки шӑнса кайнӑ пек чӗтрерӗ; пӳлӗм варринче, лампа айӗнче, Полина тӑнӑ, унӑн ҫӑварӗ уҫӑ пулнӑ, вӑл хӑйӗн аллинчи лапӑрчӑк хут ҫине пӑхса хӑрӑлтатнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Товкач ертсе пынипе Тарас полкӗ персе ҫитрӗ; унпа пӗрле икӗ есаул, писарь тата полкри ытти чинсем те килсе ҫитрӗҫ; мӗнпур козаксем тӑватӑ пин ҫын ытла пуҫтарӑнчӗҫ. Кур-ха, хутор мӗнле хускалса кайрӗ, кӑткӑ йӑви хускалнӑ пекех. Черепица витнӗ пысӑк ҫурт умӗнче вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сиксе анчӗ те лашине пӗчӗк хапхаран ҫавӑтса кӗчӗ, чӑпӑркка аврипе хуллен ҫеҫ кантӑкран шаккарӗ. Пудра сапӑнса та сӑрланса тултарнӑ, вӗҫӗмсӗр кулкалакан Софья Павловна Тальман, лайӑх тӑхӑнтартса илемлетнӗ пысӑк пукане евӗр курӑнаканскер, Михин подпоручикӑн ик йӑмӑкӗпе пӗрле диван ҫинче ларатчӗ. Анчах Ежов калаҫӑвӗсем Фома чӗлхине пуянлатнӑ, халӗ вӑл хӑй те хӑш чухне хӑш-пӗр шухӑша аванах ҫӑмӑллӑн, ҫивӗччӗн вӗҫлесе хуракан пулнӑ, — ҫакна асӑрхаса, хӑй те савӑннӑ. Паян эпӗ, ун виллине илсе, Заруна тухса каятӑп. Хӑвӑн сӑмсу тӑррине ларнӑ мӑкӑрӑлчӑклӑ, сарлака ҫи-ҫунатлӑ мантикорӑна, сикекеннисен йышӗнчи шӑнана, коллекцисенче ҫав тери сайра тӗл пулакан тӗсе, Африкӑн кӑнтӑр пайӗнче кӑна пурӑнаканскере курсан та, савӑнӑҫлӑн ҫухӑрса ямасан, — ҫук, кӑна тума этем вӑйӗ ҫитеес ҫук! Ҫав самантра вӑл ҫине Василиса Егоровнӑпа унтан юласшӑн пулман Маша пырса ҫитрӗҫ. Сыв пул! Ҫапса пӗтернӗ пуҫа сӑтӑркаласа кухняра ларнӑ чухне эпӗ хам пустуях асап курнине хӑвӑртах туйса илтӗм: ҫӗҫҫи мӑкаскер пулнӑ мӗн, унпа пӗр касӑк ҫӑкӑр касса илме те хӗн, ӳт-тире вара ниепле те касма пултарас ҫук; ман хуҫа ҫурӑмӗ ҫине те хӑпарма кирлӗ пулман, эпӗ пукан ҫине тӑрсах кантӑка ҫӗмӗрме пултарнӑ, юлашкинчен тата, ҫекӗлне мӑн ҫын хӑвӑртрах вӗҫертсе яма пултаратчӗ, мӗншӗн тесен ун аллисем вӑрӑмрах. Такӑна-такӑна уткаласа вӑл хӑйӗн лаптӑкне виҫсе тухрӗ, вара типсе куштӑркаса кайнӑ, тусанпа хуралса ларнӑ тутисене йӗрсе, йӑл кулса ячӗ: кун каҫиччен пӗр теҫеттин сухаласа пӑрахнӑ-мӗн. Ҫӗрлесенче выльӑхӗсем епле тӑнине тӗрӗслеме, ура айне тӑккаланнӑ утӑ таврашне пуҫтара-пуҫтара сырлӑха хурса пама темиҫе хутчен те выльӑх картине тухса пӑхатчӗ. Каларӑн-ҫке, эпӗ — ӗмӗр пурӑнаканни тесе. Ҫак шӑлтӑр-шалтӑр косилкӑна мӗн те пулин пулсан, чи малтан, утӑ ҫулакансенчен те маларах, эсӗ хӑв: «Давыдова мӑлатукпа клеше шанса патӑм та — пӗтӗмпех пӑсрӗ», — тейӗн. Ку ҫӑлтӑрсем пӑсӑлнӑ, ҫавӑнпа вӗсене йӑваран кӑларса пӑрахаҫҫӗ тет джим пӗр-ик хут эпир ҫӗрле пӑрахут мӑрйи хӗлхем кӗлтисем сирпӗтсе кӑларнине куртӑмӑр, ҫав хӗлхем пӗрчисем шыва вутлӑ ҫумӑр пек ӳкеҫҫӗ — шутсӑр илемлӗ; пӑрахут шыв кукрине пӑрӑнса курӑнми пуличченех ҫапла хӗлхем акӑнса тӑрать, майӗпен пӑрахут сасси те илтӗнми пулать; юханшыв каллех шӑпланать; чылай вӑхӑтран тин пӑрахут хумӗ ҫитсе пирӗн сулла чӳхентерсе илет, кун хыҫҫӑн каллех шапа кӑваклатнисӗр пуҫне нимӗнле сас-чӳ те илтӗнмест. — Федор Мазин, эсир калӑр… «Тен, ҫак ҫынсем маннисенчен кама та пулин пӗлеҫҫӗ пуль», вара ӑна каллех клуб, ҫӗвӗҫ, картсем аса килчӗҫ… Чӗри хыттӑн, хӑрушла тапать. Давыдов ҫавӑн чухнех тӗрӗслесе пӑхрӗ те ҫакна палӑртрӗ; Яков Лукич ӗщӗкрех чӑнах та тӗреклӗ пурӑннӑ, анчах тырӑ пулман ҫул ӑна юхӑнтарса янӑ, вара вӑл вӑтам хресчен пулса юлнӑ. — Ҫук, Рита, пӗтӗмӗшпе илсен, апла мар! — Сирӗн вырӑнӑрта кӑштӑ-каштӑ йӗркеллӗрех кашни ҫыннӑн тивӗҫӗ — тӗрлӗ ӑҫтиҫук ҫӑварне пӑкӑласси-ҫке-ха. Анчах Ефимушка кӗлмӗҫ манерлӗ марччӗ; вӑл тӗреклӗ йывӑҫ тункати пек ҫирӗп тӑратчӗ, ун сасси тата чӗннӗрех пекле янтӑратчӗ, сӑмаххисем тата астармалларах пулса каятчӗҫ, арӑмсем вӗсене ним чӗнмесӗр итлетчӗҫ. Эпӗ халӗ Риккардона куртӑм та, сире мӗнле те пулсан пулӑшаймӑп-и тесе килтӗм. Лушка ҫара уран, ҫара хулпуҫҫийӗсем ҫине явлӑк пӗркенсе тухрӗ. — Ҫав вӑрттӑн ӗҫе эпир пӗлме пултарӑпӑр та, тен, — тенӗ татах Спэнглер. Чӳкленисен пуҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйӗн кивӗ ҫулне тулса пыракан шывра ҫухалчӗҫ. Кӑштах тӑрсан, шыв тӗпӗнче шӑтӑк чавнин, унта Казонде патшин чапӗшӗн ҫӗршер ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнин йӗрри те юлмарӗ. — Сывлӑх сунатӑп, чунӑмҫӑм, — терӗ Олеся, мана ыталаса илсе те йывӑррӑн сывласа. Ӑна чи малтанхи хут куракан ҫын унӑн тӗксӗм куҫӗсенчен хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ. Монтанелли кӑшт шуралса кайрӗ, анчах лӑпкӑ сасӑпа малалла:— Эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑмра, — терӗ вӑл, — пусмӑрпа тискерлӗхе хирӗҫ тӑнӑ. Мӗн каласчӗ-ха ман ӑна? — Тӗрӗс вӗт, Базаров, вӑл сибарит? Катя ҫӳҫӗсем ҫинче кӑна сайра-хутра ҫутӑ пайӑрка ҫутӑлса каять. — Ну мӗнех вара, — терӗм эпӗ, кӑштах хӑюланса, — эсир, эпӗ камсен енне тӑма шут тытнине пӗлес тетӗр пулсан, сирӗн мана хӑвӑр патӑрта мӗн пулса иртни ҫинчен ӑнлантарса памалла. Мӗншӗн эсир кунта, ӑҫта манӑн тусӑмсем? Эпӗ йытӑ вӗрнине илтрӗм, йытӑ ун хыҫҫӑн кайнӑччӗ. Кам тет, Ромашка тет-и? Икӗ ҫаврӑм вылянӑ хыҫҫӑн вӑл ал айӗнче татах эрех стаканӗ тупрӗ, «господасем, мана киле кайма та вӑхӑт ҫитрӗ» тесе, ӑна та ӗҫсе ячӗ. Юрату вӑл, вут пек, — ҫимӗҫсӗр сӳнекенскер. ССР Союзӗ вӑл, пурте пӗлеҫҫӗ, нумай нациллӗ патшалӑх. Пиччерен те, хамӑр умра ертсе пыракан Гансран та питӗ тӗлӗнтӗм, — вӗсемшӗн пулсан, ҫакӑн чухлӗ пынӑ ахаль уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ пек ҫеҫ туйӑнать. Анчах Разметнов, калинкке шашшулкине тытнӑскер, тӗлӗннипе аллине усрӗ те кулса ячӗ. — Халӗ те хӑвалатӑп-ха. — Кунне мӗн чухлӗ сухалатӑр? Паганелӗн, ҫӑмартана аллӑ пӗр тӗслӗ майсемпе пӗҫерсе хатӗрлеме пӗлетӗп тесе мухтанаканскерӗн, вӗсене вучах кӗлӗ ҫинче пӗҫернипех килӗшмелле пулчӗ. Ҫак шухӑшсем унӑн пуҫӗнче электричество токӗ каякан хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе иртрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах хӑй трубкӑна ӑнтӑхса кайсах кӑшкӑрчӗ: — Анюта! — Государствӑна памалли чылай-и? Эпӗ вилнӗ йӗкехӳрен хӳрине виҫсе пӑхрӑм та вӑл шӑпах икӗ ярдран пӗр дюйм катӑк пулчӗ. — Анчах эпир пит хӑвӑрт ишсе пыратпӑр вӗт… Ку хырсене вӑл лартнӑ: ҫурт тавра ӳсекен йывӑҫсене пурне те вӑл хӑй аллисемпе лартнӑ… Самантлӑха вӑл шыв ҫинче каллех курӑнчӗ, унтан вара ҫӳлелле ун алли ҫеҫ тухрӗ те Ӑмӑрткайӑк тӗпсӗр авӑра анса кайса ҫухалчӗ… Кил хушшине шӑвӑнса кӗрсен, вӗсем тӳрех пӑлхануллӑн кӗрлесе тӑракан йышлӑ халӑх ушкӑнне хутшӑнчӗҫ. Эпир тем ҫинчен те сӑмахласа, сехечӗ-сехечӗпе ларса ирттереттӗмӗр, хӑшпӗр чухне эпӗ кукамайӑн юмахӗсене яраттӑм, Людмила тата Медведица шывӗ тӑрӑхӗнче казаксем епле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартатчӗ. Цанко сӑмахӗ жандармсен шанма юраманнине кӑна пӗлтерчӗ. Ну, туянать ӗнтӗ паян кам та пулин! Тата лерелле, тӗмеске патне ҫитичченех, якатнӑ ҫул кӑна тӑсӑлса выртать. Мӗн ытла кӑтиклесе кайрӑр вара?» Халӗ ӗнтӗ вӑл ашшӗпеле тавлашӑва та кӗркеленӗ; ашшӗ унӑн хирӗҫлевӗсем ҫине яланах ытахаллӗн, витрешӳллӗн ҫеҫ пӑхнӑ, анчах кутӑруҫӑн вӑл хӑй те кашнинчех ҫемҫелсе пынӑ, хӗрӗ ҫине тимлӗрех пӑхма пуҫланӑ. Илтетӗр-и, мӗн калаҫать вӑл, путсӗрскер! — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн, упӑшки кӗвӗҫнӗшӗн хӗпӗртенӗ пек пулса. Парӑшсен хушшинче шыв хумӗсем шавлӑн чӳхеннӗ, вӗсем хӑйсен тупӑшне этеме калла парасшӑн мар тавлашнӑ пек сикнӗ. Управляющи патне ҫыру яма ан ман! — кӑшкӑрчӗ ӑна Марья Николаевна малти пӳлӗмрен. Ман шутпа, ку пит тӗрӗсех мар пулин те, тӗлӗнмелле. — Пулмасӑр! Хӑранипе эпӗ вара хытӑрах калаҫма пуҫлаттӑм, анчах вӑл мана чаратчӗ: — Шӑп! Йӑмӑк та йӗрсе ячӗ. Сирӗн пирки калас пулсан, Вольдемар… — малалла каларӗ Зинаида, — тепӗр тесен, ҫитет; атьӑр урӑх вӑйӑ выляр. Ак, хӑвӑрах курӑр… Медынская пӗр кӗтесре хӑйӗн юратнӑ кушетки ҫинче мандолина каласа ларнӑ. Секретарь вара: «Гешан капитан — асаплантарса вӗлерессишӗн», — тесе ҫырса хучӗ. — Ку ҫӑл шывӗ пирӗнпе пӗрлех юхса пырсан, эпир хамӑр тытӑннӑ ӗҫ ӑнӑҫлӑн пулассине тата ҫирӗпрех шанса кайма пултаратпӑр, — терӗм. Вӑл хӑма татӑккине ҫӗклерӗ те унӑн куҫӗсем умне ырлӑхсем пытармалли питех тӑп-тӑп шӑтӑк тухса тӑчӗ, вӑл шӑтӑкӑн тӗпӗпе айккисене ҫавӑн пек хӑма татӑккисенченех тунӑ. — Куратӑн-и? Вӗсем Бойчона хураллаҫҫӗ. Тепӗр вунӑ минутран «Пилигрим» пассажирӗсем ҫӗр хӑвӑлне типнӗ шыв курӑкӗ сарса апатланма ларчӗҫ. Тата тепӗр хут тав сире, синьор Риварес. — Ӑҫта каятӑн эсӗ? Вӗсем — таса чунпа юратаҫҫӗ! Кунталла, кунталла, кӑшт сулахаярах, ҫапла. — Паша ӑнланмасть-ши вара? Палламан ҫынна ку питӗ килӗшнӗ. Ҫапла… — тесе майор ӗнсине хыҫса илчӗ. — Пӗлме ҫук вӗт, темӗнле вилсен авантарах пулӗ? Ҫапла калаҫса вӗсем арман патне те ҫитрӗҫ; ҫак арман патӗнче ӗнтӗ Огнянов хӑрушӑ каҫ ирттернӗччӗ. Флотра пулнӑ эппин? Каҫ пуласпа ытти мӗнпур савӑнӑҫсем ҫумне тата тепӗр савӑнӑҫ хушӑнчӗ, Том тата тепӗр лайӑх хыпӑр илтрӗ: тахҫанах туса ирттерме хатӗрленнӗ пикнике ыран тумаллаччӗ тесе, Бекки, хӑйӗн амӑше ҫумне ҫыпӑҫса, ӑна аптӑратсах ҫитернӗ, ҫавӑппа та юлашкинчен амӑшӗ ыран туса ирттерме килӗшнӗ. Амӑшӗ аллипе питне сӑтӑрса илчӗ те ӗнер курни-илтни ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ. Негрпа сӑмах вакланинчен нимӗн усси те ҫук иккен, пурпӗр ун пуҫне нимӗн те кӗмест. Анчах та, тен, вӗсем хыҫӗнче урӑххисем пур, вӗсене тен, тупӑш, хӑйсене усӑ кӳни ҫеҫ кирлӗ? Вӑл пуҫне ерипен тайса илчӗ, пӗлмелле мар чӗлхепе темиҫе сӑмах каларӗ. Ӑна майор та, Гленарван та ӑнланаймарӗ. Анчах ырӑ чӗри ҫак ҫынна тӑшмана сутас пирки яхӑнне те ямарӗ. Атте вилӗм пирештийӗпе кӗрешет Хайхи-майхи ҫавӑн хыҫҫӑн манӑн старик часах сывалчӗ те, Тэчер судья ӑна ман укҫана патӑр тесе, ун ҫинчен суда ҫӑхав ҫырчӗ. Соломенка батальонӗ ҫак каҫхине пилӗк ҫынна ҫухатрӗ. Чекаран ватӑ большевик, республикӑн шанчӑклӑ хуралҫи Ян Литке ӗмӗрлӗхех пӗтрӗ. Робеспьер. Утмӑл пин фунт Руана, аллӑ пин фунт Канн хулине ярса парӑр». — Ӑҫта эпир? — тесе ыйтрӗ пичче, — хӑй каллех ҫӗр ҫине тухнӑ пирки питех те ҫилленнӗ пулас. Чӑнах та: Иван Иванович йӑнӑшсах та каймарӗ. Эсир мӗн ятлӑ-ха ҫав? — Илтнӗ эпӗ ӑна… Ҫук, Мориса хӑйне вӗлермелле. — Варька тӗрӗс калаҫать: Кондратӑн ӗҫ кунӗ колхозра пуринчен те нумай. Дария хаджи тухтӑрӑн инкӗшӗ пулать, вӑл Бойчона та хӳтӗлет. Илӗр тата Николай Островские! Унсӑр пуҫне ачасем ӳссе пынӑ май, вӗсен характерӗсем палӑрса ҫитнӗ май эпир вӗсене кашнийӗ хӑй енне ҫавӑрса союзниксем туса хутӑмӑр. Мэри Робертӑн килес кунӗсем ҫинчен шухӑшлать. Роберт — аппӑшӗн килес кунӗсем ҫинчен. Дик Сэнд халь трисель те лартма пултараймарӗ, ҫак пӗчӗкҫӗ тӗреклӗ ҫирӗп пир татӑкӗ карапа тытса пырассине питех те ҫӑмӑллатнӑ пулӗччӗ. — Мӗн шухӑшларӑр-ха вара эсир ман ҫинчен? — сасартӑк ыйтрӗ Инсаров Еленӑран. Вӑл кам-кам вилнине тата кам-кам чӗрӗ юлнине шутланӑ. — Каласа кӑтартӑр. — Эсӗ пӗлетӗн-и: мӑнаккун ывӑлӗ Кассий сана юратать, сана качча илесшӗн. — Каҫса кайрӑмӑр-и? Шубин мӗн ҫӗрле пуличченех хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ. Сережка машинист помощникӗн ывӑлӗ пулнӑ. Унӑн ашшӗн пӗчӗк ҫеҫ пӳрт те, ҫавӑн пекех пӗчӗк хуҫалӑх. Есаул Половцевӑн пуҫӗ те аллисем пекех шанчӑклӑ ӗҫлет-мӗн…» Яков Лукич лупасай умӗнче Половцевпа Ҫемен каштаран ҫакса янӑ сурӑх тирӗсене епле сӳсе тӑрмашнисене пӑхкаласа тӑчӗ. Вара эсир ман пирки йӑнӑш шухӑшланине кӑтартса та панӑ пулӑттӑм эпӗ, чӑнах… Юнашар пӳлӗмрен ҫирӗп кӗлеткеллӗ казак тухрӗ. Вӑл ӗнси ҫине качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ шупка ҫӗлӗк пусса лартнӑ, ҫине шинельтен пӑсса ҫӗлетнӗ сюртук лампассемлӗ казак шӑлаварӗ тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫӗсене шурӑ ҫӑм чӑлха ӑшне пуҫтарса чикнӗ. Чаплӑ уяв кунӗсенче король тухса ҫӳренӗ чухне, ун хыҫҫӑн пилӗкҫӗр гварди юланучӗ пырать. — Вӑл ватӑ господин, — терӗ те Марыся сӑнӳкерчӗк кӑтартрӗ. — Джек ывӑнчӗ — ҫавна куратӑп эпӗ. Никама уяса тӑмасӑрах кашни кулак тӗлӗшпе административлӑ мерӑсем йышӑнмалла тесшӗн мар-и? Пӗррехинче, амӑшӗ ҫывӑрма выртсан, ывӑлӗпе хохол ҫаплах-ха вуласа ларчӗҫ. Ҫӳхе хӑма стена витӗр вӗсем хуллен калаҫни илтӗнчӗ. Ҫакӑн пирки мӗн калатӑр эсир? Тепӗр ҫур сехетрен экспедици ҫул ҫине тапранчӗ. Анчах вӑл халь те ытла инҫетре пулнӑ, сӑмахӗсене уйӑрса илме май килмен. Ҫук ӗнтӗ, пӗччен халлӗнех пурӑн! Пӑван сасартӑк ассӑн сывласа ячӗ те, хӑйӗн уксах урипе чӑлах алли ҫине пӑхса, Джемма патӗнчен аяккалла пӑрӑнчӗ, анчах ҫав самантрах пусӑрӑнса ахӑлтатса кулса ячӗ: — Танлаштарса калани тӗрӗсех мар, синьора: эпир, чӑлахсем, хамӑрӑн чӑлахлӑхпа, ҫак хӗрарӑм хӑйӗн айванлӑхӗпе вӗҫкӗнленнӗ пек, вӗҫкӗнленместпӗр. Овсяников кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн яланах ҫывӑрнӑ, шӑматкун мунчана кайнӑ, турӑ кӗнекисене ҫеҫ вуланӑ (вара сӑмси ҫине ҫавра та кӗмӗл куҫлӑхне чыслӑн хӑпартса лартнӑ), ир выртса ир тӑнӑ. Арсенал ӑҫта сирӗн? Сырлӑхсене часах шаккаса туса лартрӗҫ, комисси пахаланӑ ҫирӗм сакӑр мӑшӑр вӑкӑра лупасайне хӑваласа кӗртсе ячӗҫ. — Грексен чӗлхипе вӑл: «Эпӗ лайӑх витсе тӑрап» тенине пӗлтерет. Унӑн тутисем сӗлехеленсе кӑпӑкланнине куртӑм та эпӗ, умра урнӑ кашкӑр пулнине тавҫӑрса илтӗм. Кун хыҫҫӑн пичче пит аслӑ та чаплӑ ҫын пулса тӑчӗ, эпӗ — ҫак аслӑ та паллӑ ҫыннӑн тӑванӗн ывӑлӗ пулни мӗне те пулин пӗлтернех ӗнтӗ. Анчах вӑл ачаш юрату пулман, Павел пиччӗшӗшӗн, кирлӗ пулсан, хӑйне хӑй нихӑҫан та хӗрхенес ҫуккине пӗлсе тӑнӑ. Каҫарӑр… Нумай ҫӳренипе ывӑннӑскер, Кольхаун хуҫа чӗннипе усӑ курса, пуҫ шӑмми ҫине вырнаҫса ларчӗ. Пӗр сехет иртсен Пӑван ҫурчӗ патне Джемма пырса ҫитрӗ. Ну, ҫитӗ калаҫма! Унӑн чышкисем мӗнлине куртӑр-и эсир? — Юрӗ! — Эсӗ, питех ан кӑшкӑр, кам та пулсан кӗрӗ те илтӗ, — хӑраса пӳлчӗ ӑна Климка. Анчах ӑна ку та килентермен: упӑшки вилнӗ хыҫҫӑн, пӗчӗк карчӑк темле пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлейми пулса кайнӑ, вӑл пӗрмай утса ҫӳренӗ, сӗтел-пукансене шутарнӑ, чӳречесем витӗр пӑхкаласа, япаласене вырӑнтан вырӑна куҫарнӑ. — Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл вӗсене. Сунарҫӑсем ҫынсене епле хӑрушӑ килнине ӑнланнӑ, анчах вӗсене ҫӑлма кая юлнӑ. Вӑл хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса ӗҫе тытӑннӑ. Хамӑрӑн казаксене те ҫаплах кала, ан тив, кӑмӑлӗсем кӑштах ҫӗкленччӗр. Ну, халӗ каях, пирӗн татах калаҫмаллисем пур-ха. Эпӗ вара темле ырӑ мар япала пулнине сиссе илтӗм. Туччӑрах, мӗнле тӑвас килет, ҫапла туччӑр, ҫавӑн пек распоряженисем параҫҫӗ пулсан: халӗ ӗнтӗ пӗтӗм станципе те пӗр ҫирӗп урапа ҫук, лашисем виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗр ывӑҫ утӑ курман. Ҫак шухӑшсем ытла та кӑмӑллӑ пулнӑран, ман вӗсем ҫинчен хамӑн тусӑма пӗлтерес килчӗ, анчах, эпир пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пӗр пытармасӑр калӑпӑр тесе шантарнӑччӗ пулин те, ҫакна тума темшӗн ман вӑйӑм ҫитес ҫуккине туйрӑм. — Мӗншӗн ҫӗмӗрес мар, ҫӗмӗрӗлеҫҫӗ пулсан? — чӑрсӑррӑн, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫирӗппӗн хирӗҫленӗ Фома. — Эсир мӗн те пулин хушса калама пултаратӑр-и, Кассий Кольхаун? — тесе ыйтрӗ такам сасси. Ырӑ та телейлӗ сӑн-питлӗ сталинградец хӑвӑрт аяккалла пӑрӑнчӗ, ҫав самантра — Воропаев этемсен чунӗсене тытса илнӗ, ҫав тыткӑн вӑйӗ ҫав тери хӑвӑрт ӳссе пынӑ тата ҫав тыткӑна илессине нимӗн те чӑрмантарма пултарайман тенӗ пек самантра, сывлӑша тар шӑрши ҫапсан, чӑн-чӑн атака умӗнхи пекех ҫӗр ҫинче мӗнпур чӗрӗ япала хӗвӗшме тытӑнсан тата чуна питӗ хумхантаракан: «Кӗреҫесем!.. хӑвӑрт!.. Ҫутӑн сарлака кӗлтисем капмар плакатсенчен, унта та кунта ҫырса тухнӑ йӗркесенчен, йӑсӑрланакан нумай тӗслӗ тӗтӗм палкамӗсенчен пыра-пыра «тӑрӑннӑ». — Эх, тухтӑр, эс те пулин апла ан кала-ха, — терӗ Марко. «Апла пулсан, чуптӑвӑр та, пӗр-пӗринпе сывпуллашӑр, мӗншӗн тесен, турӑ пӗлет — пурӑнӑҫра урӑх те тӗл пулма лекет, те лекмест. Ҫакан пек чӑрсӑр хӑтланни тӗрӗксене тӗлӗнтерсех ячӗ, вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ те унтан старик енне ҫаврӑнса тӑчӗҫ. Вӑл нумайӑшне уҫҫӑнах курса тӑнӑ, нумайӑшӗ ӑна интереслентернӗ, анчах ӑна нимӗскер те пӗтӗмпех килентермен: вӑл пӗтӗмпех киленесшӗн те пулнӑ-ши вара. Унӑн ӑсӗ пӗр вӑхӑтрах тӗпчевлӗ те, сикми кӑмӑллӑ та пулнӑ; унӑн иккӗленӗвӗсем нихӑҫан та манса кайичченех лӑпланман, нихӑҫан та пӑлханса кайичченех ӳссе те кайман. Малтан тӑм алӑ ҫумне ҫыпҫӑннӑ, лайӑх вӗтетнӗ пулин те тӑм чусти ҫинче вӗтелмен пӗрчӗсем пур пек туйӑннӑ. Тепӗр чухне ман ӑна хӗнес те килет. Сире эп ҫак хӗрачасене ӑста вӗрентнӗшӗн тав тӑватӑп, — терӗ Огнянов, ҫамрӑк пикен аллине ӑшшӑн чӑмӑртаса. Аллисем, халран тухнӑскерсем ҫӗрелле усӑннӑ, пичӗ хӗвелпе пиҫнӗ пулин те, шӑн ҫу ҫурти пек шуралса кайнӑ. — Мӗнле тивӗҫсӗр пулсассӑн та чӑнни пӗтсе тӑманнинчен авантарах. Астӑвӑр, эпӗ сирӗн сӑмахӑра ҫырса хуратӑп! Даша инкепе Сковородников аран-аран кӑна ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Эпир Посад пушхирӗ текен вырӑна ҫитрӗмӗр. Вӑлтасене те, шӑрпӑка та, ытти япаласене те — пӗр цент ҫеҫ тӑракан япалана та хӑвармарӑм. Ҫакна мӗнле ӑнланмастӑн вара эсӗ, тӑванӑм? Пӗр енчен манӑн ӑна ҫак ҫӗр айӗнчи тӗпсӗр шӑтӑк ӑшӗнче пӑрахса хӑварас та килмест, тепӗр енчен пурӑнӑҫа сыхласа хӑварас шухӑшӑм унтан тарса кайма та хистет. — Кӑна эсир пӗтӗмпех мана ҫиленнипе калатӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, чӑннипех хӗрсе кайса. — Ҫавӑншӑн! — Эпӗ пӗчченех-и? — ыйтрӗ Гленарван. Ҫак самантрах унӑн чӗри хаваслӑн тапма пуҫларӗ. Экспедици ӑнӑҫсӑр пулни мӗнпур «Дункан» экипажне пӗтерчӗ. Анчах халӗ унӑн умӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ларать те, вӑл куҫӗпе, сӑн-пичӗпе, сӑмахӗпе каласа панисем — пӗтӗмпех ӑна чӗринчен пырса тивеҫҫӗ, чӗрере ывӑлӗпе мӑнкӑмӑлланни тулса пырать, мӗншӗн тесен амӑшӗн пурнӑҫне тӗрӗс ӑнланать, ӑна унӑн асапӗсем ҫинче калать, ӑна хӗрхенет. Манада йӗрӗсем хушшинче таканланӑ чӗрне йӗрӗсем урӑх ӗнтӗ тӗл пулман. Айӑплакан актран чи кирлӗ пункчӗсене ҫеҫ илсе кӑтартрӑм. Унта кусенчен пуҫне кирлӗ мартарах пунктсем тата нумайччӗ. Вӑрансан, хам икҫӗр-виҫҫӗр фут сарлакӑш, икҫӗр фут ҫӳлӗш пысӑк пӳлӗмре, ҫирӗм ярд анлӑш кровать ҫинче пӗчченех выртнине курсан, эпӗ пушшех хуйхӑрма тытӑнтӑм. Кузьмичов тин ҫеҫ укҫа шутласа пӗтернӗ те ӑна мишукне каялла тултарать. Сирӗнпе вылясшӑн мар эпӗ. Пурте ҫапла шутланӑ: Зеб Стумп, яланхи пек, пӑлан, упа е хир кӑрккисене тытма кайнӑ пулӗ тенӗ. Алексей пуҫӗпе кӑкӑрӗ ҫине-вӑл час-часах сивӗ шывпа йӗпетнӗ тутӑр татӑкӗ хучӗ, ҫав хушӑрах вӑл хӑйӗн вӑрҫӑ ҫулӗсемпе таҫта ҫӳрекен аякри упӑшки ҫинчен шухӑшларӗ. Ну, апла пулсан, итлӗр. — Манӑн ятпа мӗн те пулсан каламарӑн-и эсӗ? Кондрата хӑйӗн вилнӗ амӑшӗ, ывӑлӗн ачалла куҫҫулӗсене типӗтес тесе каланӑ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ. Ун чухне амӑшӗ ҫапла каланӑччӗ ӑна: — Ан ҫухӑрсам, савнӑ ачам, Кондрат, турра ан кӳрентер. Ҫук! — Йыта! Вӑл ури ҫине тӑчӗ те, сывлӑшра вӗлтлетекен кӗреҫе аврине пырса тӑрӑнас пекех, кӑмака патнелле утрӗ. Марья Ивановна тухса каяймӗ тенӗ шухӑш мана сехӗрлентерсе ячӗ, эпӗ капрала пӗр-икӗ хушу патӑм та ҫав самантрах комендант патне ыткӑнтӑм. — Мӑнастире кайса килес тетӗп, унта вӑл тияккӑн патӗнче пурӑнать. Эхер те эпӗ хам мӗн каланине ӗненетӗп пулсан? Тепре курнӑҫиччен, Бойчо! — Юри дуэль туса ҫын вӗлернӗшӗн, — терӗм эпӗ, унтан айӑпламалли хут ҫине пӑхса: — Владимир Ленский поэта, вунсакӑр ҫулхискерне, тесе хушса хутӑм. Урамсем тӑрӑх хӑвӑрт кӑна брезент витсе лартнӑ ҫар машинисем ирте-ирте каяҫҫӗ, — вӗсене хыҫалтан ҫил-тӑман хӑвалать. Ольховкӑна таврӑннӑ чух вӑл ҫул хӗрринчи пӗр пӗчӗк вӑрманта ҫутӑ кӑвак тӗслӗ пӗр аван строевой лаша тытнӑ иккен, — вӑл кунсенче ун пек лашасем, вӑрҫӑран хӑраса тарнӑскерсем, нумай ҫӳренӗ. Ун чух вӗсем ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхман. Сирӗн чӗрӗрте тата тепӗр йывӑрлӑх пур. Анчах тӗпелти кӗтесрен сасартӑк Степан Дятлов сасӑ пачӗ. Туясӑр утма меллех мар пулин те, вӑл хӑех утать. Сӑваплӑ Урата тӗксӗм ылтӑнла йӑлтӑртатать. Мюльредине каторжниксем ҫапса антарнӑ тӗле ҫитрӗҫ, унта ҫитиччен Бен Джойспа унӑн шайки ҫывӑхра пурри ниҫта та палӑрмарӗ. Улӑп-негрӑн шывран пуҫӗ ҫеҫ курӑнса тӑрать. Офицер, аллине ҫӗклесе, Весовщикова пӗчӗк пӳрнипе юнаса асархаттарчӗ: — Асту эсӗ ман умра! Пӗр чӗрӗк сехет пек ларӑпӑр та малалла кайӑпӑр, ҫӗр выртма молокан патӗнче те май пулӗ. Вӗсене кӑшкӑрчӗ. Яков Тарасович сӑмах калать! — Пулма пултараймасть. Эй, Гэнтер, эсӗ-и ку? — кӑшкӑрчӗ вӑл ҫын. — Ҫук, ҫук, Бойчо. Камышин хулинчи йывӑҫ ӗҫлекен завод ҫумӗнчи фабзавучра пӗрле вӗреннӗ шкулти юлташсем, пӗр-пӗрине ачаранпах романтикӑлла юратса пурӑннӑскерсем, кайран улт-ҫичӗ ҫуллӑха уйрӑлнӑ. Акӑ такам палуба тӑрӑх борт патнелле иртнӗ. Ҫав курӑксем пӳрт ӑшчиккине уйрӑмах кӑмӑллӑ ырӑ шӑршӑ сарса тӑнӑ, ҫав пӗчӗк те таса ҫурт та, унти шӑплӑхпа тирпейлӗх те, темӗнле тӗлӗнмелле лӑпкӑ пурнӑҫпа пирӗн вӑхӑтра пурӑнакан икӗ ватӑ та — ку ҫурта килен-ҫӳренсен асӗнче ҫав ырӑ шӑршӑпах ҫыхӑнса-пӗтӗҫсе тӑнӑ. Ҫимелли япаласене ӑнсӑртран лапчӑтса пӗтерес мар тесе, кутамккине окопӑн хыҫалти стени ҫумнерех сиктерсе хурсан, вӑл каллех хальхинче тата хытӑрах малалла тинкерсе пӑхрӗ. Челкаш савнӑҫлӑн ахӑлтатса кулчӗ. — Ну, юрӗ, пирӗн макӑракан пӗчӗк ача килелле, амӑшӗ патнелле кайтӑрах, эпир ӑна яратпӑр вӗт, Гек? Пурте тем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ. — Мӗнле палламарӑн, батюшка? Эсӗ, леш, ҫил-тӑман хыҫҫӑн ҫӗр каҫнӑ ҫуртра хӑвӑнтан тӑлӑп улталаса илекенне мантӑн-и? — Шторӑна антарӑр та ларӑр, — терӗ Одинцова, — манӑн эсир каяс умӗн сирӗнпе калаҫса юлас килет. Вӗсем пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ. Ку вӑл, эпӗ тата тепӗр минут тӗлӗрмесӗр тӳснӗ пулсан, ҫав тери кулӑшла пулатчӗ. Петька Сковородников пысӑклатакан кӗленче витӗр пӑхса ҫав ҫӗҫӗ аври ҫине манӑн хушамата касса кӑларнӑччӗ. Хӑйне хупӑрласа тӑракан тӗттӗмлӗхре вӑл пӗр ҫутӑ хушӑк та курмасть, чи пысӑк асапӗн ятне те пӗлмест-ха. — Нина Капитоновна! — Мистер Джеральд, эсир хӑвӑр йӑваш пулнипе хӑвӑрпа ӑмӑртакансене ытлашши хакланӑ пек туйӑнать мана. Светтуй аттесем те, вӗсен пурнӑҫӗсем ҫинчен калани тӑрӑх, ун пек паттӑр ӗҫсем тума пултарайман. Ӑҫтан ун пек пултарччӑр вӗсем! Исидора юлашки хут куҫпа пӑхнӑ чух «Caray!» тесе усал сӑмах каласа илсен, ун куҫӗнче вӑйсӑр ҫилӗ туллиех пулнӑ. Давыдов ирӗксӗрех ун сӑмахне пӑхӑнчӗ. Сайра хутра вӗсен ҫинче аллӑ е тата ҫитмӗл фут ҫӳллӗш пулакан пӗчченшер хырсем курӑнаҫҫӗ. — Командирсем! — систерчӗ Андрей. Ҫак тинӗс ҫине пӑхатӑп та, кунтан ман тӑван ҫӗршыв ҫывӑх пек туйӑнать. Вӑл сылтӑмалла, сулахаялла пӑхса илчӗ, куҫхаршисене выляткаларӗ… Арӑму ҫук вӗт. — Э, ҫапла-ҫке, тӑмана ҫав, — терӗ вӑл, кулкаласа, — эпӗ мансах кайнӑ шкулта хама тӑрӑхласа чӗннине. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм те ан тив, аппа патӗнчен ҫаврӑнса киличчен ҫывӑртӑрах, терӗм. — Ах, шӑнса пӑсӑлнӑ урасем, чирлӗскерсем! — вӑл мӗн каланине илтмесӗр, тӑпӑртата-тӑпӑртата илчӗ Пантелей. Сасси ҫинҫе те янӑравлӑ, анчах илемсӗр. Пирӗн вӑхӑтра ку питех пысӑк инкекех мар: капитан кашни кунах хӑйӗн сехетне радиопа тӗрӗслет. Факелӑн чӗтренкелесе пыракан ҫутти ҫинче эпӗ гранит сийӗсем темӗнле хусканса тӑнине асӑрхарӑм; паллах, электричество вӑйӗ хутшӑнса ӗҫленипе ҫӗр айӗнче темӗскерле улшӑну вӑхӑчӗ ҫывхарать пулмалла. — Эсӗ-и, Манька? Николаев поручик енчен секундантсем эпӗ тата Васин поручик пулнӑ, Ромашов подпоручик енчен вара — Бек-Агамаловпа Веткин поручиксем. Ӳпкине унӑн типографири ҫут тӑхлан тусанӗ питӗ ҫирӗп кӗрсе ларнӑ, питҫӑмарти ҫине час-часах сывӑ мар хӗрлӗ сӑн тухать. Хӑйсем хушшинче: «Пурне те ӑсатса пӗтерчӗ те, халь ӗнтӗ хӑй кӑна тӑрса юлчӗ», теҫҫӗ пулӗ е тата та кӳрентермелле калаҫҫӗ пулӗ. Ахӑртнех, Тӳпе ывӑлӗсен юлашки хӳттине юлашки хут тапӑнаҫҫӗ. Вӑт эпӗ хамӑн производительсемпе намӑса тухрӑм вара. Ну, кун пек каламасан, мӗн те пулин урӑх — ҫакӑн майлӑраххи калас пулатчӗ. Халӗ вӑл, ывӑнса ҫитнӗскер, йӗпе юр пӗрчисем витӗр пӗр-пӗччен утса пырать. Павел ӗнер кантӑк витӗр Серёжкӑна курчӗ. Петр шартах сикрӗ те ура ҫине тӑчӗ. Ступина тухса каланӑ хыҫҫӑн перерыв турӗҫ. Ҫивитти айӗнчен чӑлха тӑхӑнса янӑ сывӑ ури курӑнса выртать ун, вӑл, ытла хытӑ ыратнӑран, ури пӳрнисене выляткаласа илни чӑлха витӗрех палӑрать. Хулари ҫынсен айӑпӗ тата пысӑкрах пулсан, король вӗсене тата хытӑрах майсемпе лӑплантарать, вӑл вӗсем ҫине пысӑк чулсем пӑрахма хушать, ҫав чулсем вара хула ҫыннисен ҫурт-йӗрӗсене пӗтӗмпех ишсе антараҫҫӗ, хула ҫыннисем подвалсемпе нӳхрепсенче кӑна ҫӑлӑнса юлма пултараҫҫӗ. Макарпа Ҫӑрттан мучи сӗтел хушшинче хулӑн кӗнекесем вуласа ларатчӗҫ. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗ вара вӗсенчен урӑхла, ӑна ССР Союзӗнче капитализмлӑ йӗркене пӗтерсе хунӑ факта, социализмлӑ йӗрке ҫӗнтернӗ факта тӗпе хурса ҫырнӑ. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗн тӗп никӗсӗ социализм принципӗсем пулаҫҫӗ, унӑн ӗнтӗ кӗрешсе ҫӗнтерсе илсе, пурнӑҫа кӗртнӗ тӗп тӗрекӗсем пулаҫҫӗ: ҫӗрсем, вӑрмансем, хапрӑксем, савӑтсем тата ытти производство орудисемлӗ хатӗрӗсем социализмлӑ харпӑрлӑх пулса тӑни; эксплуатацие тата эксплуататорлӑ классене пӗтерни; нумаййисен чухӑнлӑхне тата сахаллисен иртӗнӳне пӗтерни; безработицӑна пӗтерни; ӗҫлев — «кам ӗҫлемест, вӑл ҫимест» формулӑпа кашни ӗҫлеме пултаракан граждансен обязанноҫӗ тата хисеплӗ тивӗҫӗ пулса тӑни. Ӗҫлев прави, урӑхла каласан, кашни гражданин гарантилӗ ӗҫ илме пултарни; канӑҫ прави; вӗренӳ прави; т. ыт. те, т. урӑххи те. Шанчӑклӑ-ши вӑл пытаннӑ вырӑнӗ? Анчах кимӗ пӗрмай ҫывхарса килет, ҫак иллюзи хӑйне-хӑех сапаланса пӗтрӗ. Шлюпка ҫӗр чалӑша та ҫывхарса ҫитейменччӗ, Эленпа Джон Мангльс кӑна мар, Мэри хӑй те, йӑлтах шывланнӑ куҫлӑскер, мӗнпур шанчӑк ҫухалнине ӑнланчӗҫ. Чуна лӑплантармалли сӑмахсене Гленарван вӑхӑтра каларӗ. Ҫав ҫын мӗнпур ӑслӑ сӑмахсен простой пӗлтерӗшне те пӗлсе таратчӗ, пур пытанса тӑракан япаласене уҫмашкӑн та унӑн уҫҫисем пурччӗ. Ну вот, сикме кӗтӗмӗр эпир унта. Урам хыҫӗсемпе цепьсемпе пыратпӑр. — Сана Талькав та ырланӑ пек туйӑнать мана. Ача-пӑчасем ҫинчен асӑнни ҫеҫ ӑна кӑштах кӳрентерчӗ пулас. — Апла ан калӑр, пане, — пуҫларӗ вӑл. Такам таҫта инҫетре, инҫетре кӑшкӑрнӑ пек туйӑннӑ. — Санпа калаҫрӗ-и вӑл? Унӑн пӗтӗм пурнӑҫне Артур вилӗмӗ тӗксӗмлетнӗ ҫав! Майӗпен, пирвайхи шиклӗх иртсе кайсан, вӑл шухӑшлама та пултарчӗ, шӑппӑн ҫапла пӑшӑлтатса илчӗ: — Акӑ ӗнтӗ, тур ҫырлах, пуҫланать те… Ҫула май Нагульнов, савӑнӑҫлӑн пӑлханса, Ванюшкӑн ӗшенчӗк сӑн-пичӗ ҫине пӑхрӗ те: — Ҫав комсомолец ҫинчен эсӗ хӑвах шухӑшласа кӑлартӑн-и? — Эпӗ-и? — кӑшкӑрса янӑ Фома. Вӑл Еленӑпа юнашар хуллен утрӗ, мелсӗррӗн яра-яра пуҫрӗ, ун аллинчен те мелсӗррӗн тытса пычӗ, хушӑран ӑна хул-пуҫҫийӗпе те тӗрткелесе илчӗ, пӗрре те ун ҫине пӑхмарӗ; анчах вӑл, ирӗккӗн пулмасан та, ҫӑмӑллӑн калаҫрӗ; вӑл ахаль сӑмахсемпе те тӗрӗс сӑмахларӗ, унӑн пӗрре йывӑҫ вуллисем ҫине, тепре хӑйӑр сарнӑ сукмак ҫине пӑхакан куҫӗсенче кӑмӑлӗ ырӑ туйӑмпа ҫӗкленни палӑрса тӑчӗ, лӑпкӑ сассинче вара хӑй шухӑшне урӑх ҫынна, хӑйшӗн хаклӑ ҫынна, каласа пама май килнӗшӗн хавасланни илтӗнчӗ. Сӗтел патне вӑл хӑяккӑн утса пырать, ун ҫине чавсисемпе тӗренет те хӑйӗн хуралса, хытса кайнӑ, хутланман пӳрнисем хушшине хур шӑмми чиксе лартать, унтан:— Ҫырмалла-и? — ыйтать, куҫ харшийӗсене ҫӳлелле ҫӗклеттерсе. — Ҫыр. Мачтӑпа парус пӗр самантрах сирпӗнсе тухса, авалхи тӗнчери вӗҫен кайӑк пек сывлӑшалла улӑхса кайрӗҫ. Эпӗ ҫул кӑтартнӑ хыҫҫӑн вӗсем пит те сӗмсӗр малалла ыткӑнчӗҫ! Вӑйлӑ ҫумӑр пулать пулӗ! Сывлӑш йывӑр, пӑчӑ. Ним тума та ҫук, хамӑнах ку ӗҫе тытӑнса, кил-йышӑмри ҫынсемпе хатӗрленсе, хурахсене хирӗҫ тухмалла пулӗ. — Пӗтӗмпех пӑтрашӑнса кайрӗ: пӗрисем вӑкӑрсемпе плугсене пӑрахса утсем ҫине утланчӗҫ те, хӗҫпӑшал илсе полксене ҫитрӗҫ; тӗприсем выльӑхсене хӑваласа кайса тата мӗн йӑтса тухма май пуррине йӑтса тухса пытанса пӗтрӗҫ. Упӑшкин мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Вӑл: Катя мӗнле пурӑнать, тесе ыйтрӗ. Пурте ҫав еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Ҫав ҫынсем пукансене куҫаркаласа, ӳсӗркелесе, вырнаҫса ларнӑ хушӑра, Кондратько пӑшӑлтатса Давыдова ҫапла каларӗ: — Пирӗн лашасене утӑ пӑрахса пама хуш-ха, лавҫисем те аяккалла ан кайччӑр, — терӗ, унтан куҫӗсене чеен хӗсӗнтерсе хучӗ. — Ачсе-емӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Андрей, йӗри-тавра пӑхса илсе. — Шӑпрах эсир, юлташсем, — терӗ вӑл. — Иван, чарӑн! — терӗ ӑна Андрей. Хӑнасем калинкке патне ҫитсен, вӑл кернеклине чӗнсе илчӗ: — Эй, эсӗ, хатӗрлевҫӗ юлташ, кӑштах тӑхта-ха! — Йӗри-тавра пӗр хӳтӗ вырӑн та ҫук. Хам герцог йӑхӗнчен тухманшӑн эпӗ айӑплӑ мар, эсӗ те король йӑхӗнчен тухманшӑн айӑплӑ мар. — Мӗн тӑвасшӑн Талькав? — тесе ыйтрӗ Роберт. Унсӑр пуҫне пӳлӗмре упӑшки тата темле Увар Иванович Стахов, Николай Артемьевичӑн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗ, утмӑлалла ҫитнӗ отставкӑри корнет, пурччӗ. Стахов хускалайми пуличченех самӑрланнӑ, сарӑ куҫӗсем хӗсӗк те ыйхӑллӑ, пичӗ мӑнтӑркка та сарӑ, тутисем тачка, тӗссӗр. Пӗлӗт, хӗрсе кайнӑ та, чӗтрет… Ҫак икӗ тӗрлӗ республикӑна пӗр пекех авторитетлӑ, пӗр пекех вӑйлӑ икӗ ҫын сӑнарласа тӑраҫҫӗ. Пӗри ҫар начальникӗ, тепри — ахаль ҫын, граждан делегачӗ. Николай шӑппӑн кулса илчӗ. Анчах кӗнеки ҫине пӑхрӗ те тарӑхса кайрӗ. — Кӑвак мустанг американски лашаран хытӑрах каять, ун пирки иккӗленмелли ҫук. Вӑрманта ӗнтӗ тӗттӗмлене пуҫларӗ. Вӑл вӗсем пит хытӑ ыталанса илнисене курса тӑнӑ. Ну, итле, кала ман хыҫран: Сывӑ-и, Сиони ҫинчисем. — Сирӗн аҫӑр кам? Кансӗр вӑхӑт килсен, паттӑр пулма пӗлни мӗне тӑрать? Ача хӑйӗн илемлӗ тӗлӗкӗ ҫинчен чӑн пурнӑҫра пулса иртнине курнӑ пекех чунтан ӗненсе калать. Тӑхта-ха, мӗн ку? Шӑнкӑрав сасси. Тав турра, исправник килет. Сцена ҫинчи Георгипе Ольга — ҫав тери ҫамрӑк та сӑпайлӑ, савӑнӑҫлӑ. Анчах та эпӗ шӑнса вилетӗп, ах, турӑҫӑм… — Иван Павлыч, тархаслатӑп сире, йӗркипе каласа параймӑр-и мана ҫакӑн ҫинчен? — Ку вӑл — нимрен те пулӑшмасть. Радуб ун ҫине ҫаврӑнса пӑхса:— Тархасшӑн чарӑн-ха, гражданин, ӳкӗте кӗр. Мана, атӑ ӑстине, лайӑх атӑсемех ҫӗрте ҫӗрмелле пулни пӑшӑрхантарчӗ. Анчах пыра-киле, час-часах чарӑнкаласа тата перӗнкелесе улӑхнипе эпӗ ӑнран кайса выртрӑм. — Апла. Вӑл тӗлӗннипе кӑшкӑрсах ярать пулӗ тесе кӗтсе тӑтӑм, анчах вӑл пӗри сӑмах каламасӑрах малалла утрӗ. Лӑпкӑ ҫырана, эпӗ тӑракан вырӑнтан понтоннӑй кӗпер тӗлӗнчи баржӑсем патнелле пыракан ҫула, ҫав кӗпер ҫинче чупакан икӗ ҫыннӑн варӑм мелкине эпӗ паян кун та хам куҫ умне ӳкеретӗп. — Васютин райкома пыма чӗнет. Эсӗ мӗншӗн ун хутне кӗретӗн? Вӑл хӑрушӑ, унра темле пысӑк, чаплӑ япала пур, — чӑнах та пур! Сулахаялла-ҫке-ха, господасем! Том сиксе тӑчӗ те хӑйсем чарӑннӑ ҫӗртен инҫех мар ҫӑра чӑтлӑх еннелле аллине тӑсрӗ. — Вӑл хӗвеланӑҫнелле аллипе сулса кӑтартрӗ. Эпӗ те пӗр япала пӗлетеп. — Апла эпӗ те хӑрамастӑп. «Британи» Ҫӗнӗ Гвинейӑра пулнӑ хыҫҫӑн, кирлӗ хатӗрсене тата ӳстерес тесе, Кальаона кайнӑ. Турӑшӑн та, хулӑ илӗттӗм те пурне те вӗтсе тухӑттӑм! Ман кучӑра сӗтел хушшине чӗнме ыйтатӑп, пире хураллама, сӑнаса тӑма хушӑр. Дикарьсем питех те хӑвӑрт пенипе ҫулҫӳревҫӗсен кимми тавра пульӑсем кӑна шӑхӑраҫҫӗ. Эпӗ вӗсем йывӑррине, хытӑ пулнине сисеттӗм, анчах та мана хамӑн ҫав тери пӑтравлӑ шухӑшсене ҫав сӑмахсемпе кӑна каласа пама пултарнӑн туйӑнатчӗ. Мӗншӗн тесен, терӗ вӑл, патшасем хӑйсен ҫӗршывӗн йӑлисене яланах пит хытӑ уяҫҫӗ пулсан та, эпӗ ытти государствӑсенче хамӑра курса вӗренмелли мӗн те пулин тупсан пит савӑнаттӑм, терӗ. Эпир ӑна ҫак машинӑна кӑларма хушрӑмӑр; вӑл чӑмӑр пекскерччӗ; унӑн ҫуррине кӗмӗлтен тунӑччӗ, тепӗр ҫуррине темле витӗр курӑнакан металран тунӑччӗ. Пур… — тӗрлӗ енчен ответлерӗҫ ӑна ыйхӑллӑ темиҫе сасӑ. Манӑн Мищенко калавне итлесе пӗтерме вӑй та, чӑтӑм та ҫитмерӗ. Ут пӑхакансем кашни кунах король витисемпе утлӑ ҫар витисенчи лашасене ман ҫывӑхра утланса ҫӳресе хӑнӑхтаратчӗҫ. Эпӗ, пӗр енчен, чӑтӑмсӑр та тимлӗ ҫын, Катяран ыйтӑр хуть те, тепӗр енчен, эпӗ ҫӑмӑллӑнах интересленме пултаратӑп. Судья Даша инкене ҫырусене ҫынсем патне ҫитерменнишӗн вӑрҫса та илчӗ. «Адресне вулама май пуррисене те пулин памаллаччӗ хӑть», — терӗ вӑл. Хӑех вара вунӑ ҫул иртсе кайнӑ тесе Даша инке ҫинчен айӑпа сирсе пӑрахрӗ. Шухӑшласа пӑхам-ха. Эпӗ халӗ хам ҫинчен мар, Катя ҫинчен шухӑшларӑм. Ну, эпӗ хам та ӑна, йӗксӗке, хамӑн енчӗке пӗтӗрсе чиксе кӗсьене пытарма пултаратӑп. Сумкине йӑтма йывӑрри те куҫ умӗнчех ӗнтӗ, анчах та вӑл ӑна-кӑна уяса тӑмасӑр савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатса шутласа пырать. Ҫур кӗрепенкке кӑмпа — пилӗкҫӗр тенкӗ; синька — ҫӗр аллӑ; чӗкӗнтӗр — ҫӗр аллӑ; пӗр курка сӗт — ҫӗр аллӑ; асӑнма — ҫичҫӗр утмӑл тенкӗ; виҫӗ ҫӑмарта — виҫҫӗр тенкӗ; каҫарттарма — пилӗкҫӗр тенкӗ тенисене эпӗ лайӑхах илтетӗп. Чашӑк-тирӗк ҫунӑ чух пӳрнисем чӗтрерӗҫ. Кӳме малалла кустарчӗ, кӗтӳҫсем хӑйсен хаяр йыттисемпе хыҫалта юлчӗҫ. Вара вӑл ҫав Микулай аттене «Мана ҫӑлччӗ», — тесе кӗлтума пуҫланӑ, ӑна молебӗн тутарма, тата ҫуртасем лартма сӑмах панӑ. Пристаньтен ҫӳлтерехре хӑйӑрлӑ шырлан ҫинчен паттӑр хыр вӑрманӗ палӑрса карӗ. Маякин, куҫне хӗсӗнтерсе илнӗ те, ӑна хирӗҫ:— Апла пулсассӑн, ӑсӗ ҫук… — тесе хунӑ. Акӑ мӗнле шав хускатса янӑ астрономӑн ҫав пӗчекҫӗ кӑна статьи! — Эсир-и ку, Ромашов подпоручик? Тепӗр темиҫе сехетрен вӑл, питӗ вӑр-вар ҫаврӑнкалакан, савӑнӑҫлӑскер, хӑйӗн упа утти пек утӑпа, кӑштах енчен енне сулкаланса, ман хваттере пырса кӗчӗ. Вӑл тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ. — Эс мӗн, пит салху вара? Касторкӑпа хӑналамастӑп вӗт эпӗ сана. — Тупрамӑр. Вӑхӑтлӑха вӑл халӗ Швабрин арӑмӗ пулни аванрах та пулӗ. Мана шӑп та ӗнтӗ ҫак ҫынсем шухӑшӑн илемӗпе вӑйне пӗтӗҫтерсе тӑнӑн, вӗсенче пурӑнӑҫа малалла ярас, ӑна этеме юратассин темле ҫӗнӗ йӗркисем тӑрӑх ирӗккӗн туса пырас ырӑ кӑмӑл пӗрлешӗнсе ҫунса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. «Телей — акӑ мӗн, — терӗ вӑл хӑйне хӑй. Эпӗ хӑш-пӗр япалана ӑнлантӑм. Ку сӑмахсенче ҫӗр те вӑтӑр икӗ саспалли пулнӑ, ҫав ҫӗр те вӑтӑр икӗ саспаллинчен вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай пӗрлешӳ тухма пултарать; вӑл пысӑк хисепре сахалтан та ҫӗр вӑтӑр виҫӗ цифр пулмалла, урӑхла каласан, ӑна шутласа кӑларма та, асра тытса тӑма та май килес ҫук. Вӑл, нимӗн калама аптӑраса, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ те айӑплӑн Тимура пуҫ сӗлтрӗ, унтан Ольга патнелле утрӗ. Вӑл французла калаҫма та пултарать. Хӗлле Островновсен пӳртӗнчи пысӑк та сивӗ залра никам та пурӑнмасть. Чарӑннӑ пулсан та, мӑнтӑркка пӗлӗтсем тӳпере ҫаплах катрамланса йӑсӑрланаҫҫӗ, хутран-ситрен ҫиҫӗм ҫуталса ҫиҫет; пирӗн пуҫ ҫинче татӑк-кӗсӗк таса пӗлӗтсем те курӑнаҫҫӗ, кӑшт-кашт ҫӑлтӑрсем те пур… Анчах Джемма вӑрттӑн ӗҫлеме ытла та ӑста пӗлекенскер, вӗсемпе виҫеллӗ ҫеҫ калаҫрӗ. — Ну, матушка, — терӗ ӑна хирӗҫ Иван Кузмич, — хамӑр крепость ҫине шанатӑн пулсан, юлах эппин. Синьора Грассини ассӑн сывласа илчӗ. — Суятӑн! — Самай хитре каччӑ эсӗ, ҫавӑнпа эпӗ арӑму саваланӑ, вӑл мар пулсан, апла хӗрарӑмсем пирки юратушӑн тивнӗ пулӗ тесе шутларӑм, — йӑл кула-кула илсе, уссине якаткаласа, пӗр чееленмесӗр тенӗ пек калаҫрӗ Разметнов. 1699 ҫулта вӑл Гертог пырса чарӑннӑ залива тавӑрӑнать, ун чухне вӑл флибустьер мар, Англин королевство флотне кӗрекен «Робука» карапӑн командирӗ пулнӑ. Пӗччен юлсан, амӑшӗ чӳрече патне пырса, урамалла пӑхса тӑчӗ. Яликӗн сахалтан та виҫӗ хут каллӗ-маллӗ кайса ҫӳреме тивет, мӗншӗн тесен ун ҫине ултӑ ҫынтан ытла ларма пултараймасть. — Пирӗн ҫемье пур, ачасем пур. Анчах телей шӑпи урӑхла пулма пӳрчӗ. Мана ҫывӑх ҫынсем мар пулнӑ!.. — хыттӑн каланӑ Маякин. Вӑл сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ, — чейпе чыхӑнса кайрӗ, Полозова вара ун ҫине сӑнарах пӑхса илчӗ. — Ҫумӑр ҫаплах чарӑнмасть-ха, — терӗ вӑл. Унта вӗттӗн, кӑшт малалла тайӑлтарнӑ саспаллисемпе ҫапла ҫыра-ҫыра хунӑ: 1920 ҫулхи августӑн 26-мӗшӗ Паян пирӗн пата санитарнӑй поездран йывӑр аманнисене илсе килчӗҫ. Эпӗ шутланӑ… Крэнкбиль тӗрӗслӗх сучӗ умӗнче Председатель Буриш Крэнкбиле шӑп ултӑ минут хушши допрос тунӑ. Ҫӗнӗ ҫул иртсен, З. барон, сарӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳлӗ, ҫамрӑк ҫын, тарӑн шухӑшлӑ та тӗп-тӗрӗс пит-куҫлӑскер, пӗррехинче лекцинче пире пурсӑмӑра та хӑй патне юлташла вечера пыма чӗнчӗ. Юпитерпа унӑн уйӑхӗсем калама ҫук тӗрӗс сехет, вӗсене ӗҫлеттерме те кирлӗ мар, тӳрлетесси-тасатасси ҫук, нихҫан пӗр секунд йӑнӑшмаҫҫӗ! Эпӗ хулана пырса курма шухӑшлани ҫинчен уйрӑм хутсем ҫырсах халӑха пӗлтерчӗҫ. Саспаллийӗсене кукӑрткаласа алӑпа ҫырса тунӑ: «Фронтри лару-тӑру — Воропаев лекцийӗ», «Совет интеллигенцийӗ Отечественнӑй вӑрҫӑ кунӗсенче — Воропаев лекцийӗ», «Мир перспективи — Воропаев лекцийӗ» — текен афишӑсем час та часах улшӑнса тӑнӑ, ҫавӑнпа та ҫынсем урамсене капӑрлатнӑ чух вӗсене питӗ кирлӗ япаласем вырӑнне хурса йышӑннӑ. — Ара! Вӗсем ӗнтӗ мана урамра тӗл пулса пӗр виҫӗ хут хӗнеме тӑчӗҫ, анчах хӗнеме пултараймарӗҫ, пӗринче кӑна мана патакпа ураран ҫапрӗҫ. Щукарь мучи пӗтӗм вӑйӗпе сӗтӗрнипе кӑна вӑл хӑйӗн ухват урисене аран-аран яркаласа пусать, хуҫи хыҫҫӑн ӳркенчӗклӗн утать. — Чӑнах-и? — тесе йӗкӗлтенӗ пекле ответленӗ тӑватӑ ҫын хушшинче ертсе пыраканӗ. Тавтапуҫах, тата тепӗр хут тавтапуҫ! Ка-ка-ка! — тесе кӑшкӑрнӑ Иван Иваныч. Катьӑна. Хӑйсен кил-йышӗ хушшинче юлашки кун пурӑнатӑп тесе шухӑшлани унӑн чӗрине тем пекех хӗссе тӑнӑ. Мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ вӑл? Ҫапӑҫма хӑнӑхса ҫитрӗҫ, — терӗ. Тепри хӗрхенсе илчӗ: — Эх, епле асапланать! Вӑл кӗрес пулсан — ҫынсем сӑпса пекех сӑхма пуҫлӗҫ. Сӑмахсӑр уйрӑлу ҫур минутран ытла та иртмерӗ пуль, Соколов ҫав хушӑра пӗр-пӗччен ҫӗр тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫрӗ. Ӗҫленӗ чух вӗсем те пурӑнӑҫӗ, вӗсем те ун пекех хуллен ҫынсем, тӗксӗм те салху ҫынсем пулӗҫ тесе шухӑшланӑ. Кирила Петрович хаваслансах вара хӑйӗн французӗн хӑюллӑхӗ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ, мӗншӗн тесен хӑйӗн мӗн-пуррипе пуринпе те мухтанма юратнӑ вӑл. Швейцаринче пулас. Танксем татса кӗрсен вара, хӑйӗн командирӗ пӗтесрен хӑраса ӳкнӗ Костя вӑрманалла ыткӑннӑ, анчах унта ӗнтӗ вӑл Лозневоя шыраса тупайман. Крэнкбиль темӗн те пӗр курса ҫӳрени Пахча-ҫимӗҫпе сутӑ тӑвакан Жером Крэнкбиль, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ урапине малалла тӗртсе, хула тӑрӑх ҫӳренӗ. — Санӑн, Сердюк, хӑвӑн орденусене пуҫтарса хурасчӗ те алла кирка тытасчӗ, — канаш пачӗ ӑна Воропаев малтанхи хут паллашнӑ чух; анчах лешӗ ытарлӑн кулса илчӗ ҫеҫ. Андрей тарласа кайнине асӑрхаса, Умрихин пӗшкӗнчӗ те ун ҫамкипе тӑнлавӗсене хуллен ҫеҫ вараланчӑк тутӑр татӑкӗпе шӑлса илчӗ. — Ну-ка, ачамсем, мана кантра татӑкӗ тата ҫӑкӑр, тӑвар, пӑрӑҫ парӑр-ха. Манӑн пит ҫинче ҫав тери тӗлӗннине туйса, вӑл малалла ыйтусем пани усси пулас ҫуккине ӑнланса илчӗ. Йытӑсем шыраса тупнӑ йӗр тӑрӑх Митман роти ҫула тухнӑ. — Аннеҫӗм, сентре ҫинче ҫӑкӑр пур, унтан коридора тухӑр та сулахайри иккӗмӗш алӑкран шаккӑр. Пӑлхавҫӑсем пӑлхарсен чи пирвайхи туппи кӗрӗслеттерсе персе ярасса чӑтаймасӑр кӗтсе тӑчӗҫ. Чипер юлӑр-с, — сасартӑк хушса хучӗ вӑл, — эпӗ ытлашши каласа хума та хатӗр. Эпӗ Бульяр каланӑ тӑрӑх, «luсореrdon giganteum» текенни йӗри-тавра, виҫсен сакӑр-тӑхӑр фута ҫитекенни пулать тенине астуса илтӗм. Мӑйӑхӗ ҫӑра ун, тӗллӗн-тӗллӗн кӑвакарнӑ. — Ырӑ кун пултӑр, Кир Яне! Тархасласа ыйтатӑп пӗр татӑк ҫӑкӑр парӑр-ха, — васкасарах каласа хучӗ Бойчо; старике вӑл хӑй ырӑ ӗмӗтпе ҫӳренине шантарасшӑн пулчӗ. Пӗртен-пӗр шанчӑк ҫеҫ — вӑл Техас ҫыннисен хӳтлӗхне пырса лекесси. Лӑпкӑ кӗтес кирлӗ те — хӗрарӑм кирлӗ, эпӗ ӑна хамӑн кӑмӑл пулсанах чуптӑвам, а вӑл мана тӳррӗн — чунӗпе те, ӳчӗпе те — ответ парса тӑтӑр, — акӑ мӗн! Хыҫалта хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, шавлама тытӑнчӗҫ, анчах Любишкин хаяр куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн каллех лампа хӑювӗ шӑппӑн ҫатӑртатса ҫунни илтӗнекен пулчӗ. — Ӑссӑр ӗҫсем тумалла пулсан, вӑл малта, ҫав ӗҫсемшӗн ответ тытмалла пулсан вара ӑна вырӑнтан та хускатаймӑн, — терӗ Сталин; Воропаев хӑраса ӳкрӗ: Иосиф Виссарионович аллисене малалла тӑснӑ та, питӗ кӑмӑллӑн кулкаласа, ун патнелле пырать. Ну, ку тӗрӗсех ӗнтӗ. — Лаша тӑватӑ ураллӑ пулсан та такӑнать теҫҫӗ, — асӑрханса каласа хучӗ Давыдов. Ҫакӑн ҫинчен пуҫласа Гленарван ӗнентерсе пама шутларӗ. Амӑшӗ чирлӗ ҫын каласа панӑ ирсӗр ӗҫ ҫинчен шухӑшларӗ, ку ӗҫ, хӑйӗн тӑмсайлӑхӗпе, намӑссӑрлӑхӗпе ҫиҫсе тӑрса, унӑн умӗнчи тахҫан илтсе манӑҫнӑ ҫавӑн пек ашкӑнчӑк ӗҫсене куҫ умне кӑларса тӑратрӗ. Ҫапла пуҫланса кайрӗ унӑн ӗҫлӗ пурӑнӑҫӗ. Лушка ҫамрӑк хаваслӑхпа чарӑнайми ахӑлтатса кулса ячӗ те, Давыдовӑн чӗри ирӗксӗрех ҫемҫелчӗ. Анчах ку хутӗнче Давыдовӑн савӑнас кӑмӑл пулман. — Пысӑк уйрӑмлӑх, Марья Николаевна! Кайрантарах Шубин театр ҫинчен сӑмах пуҫарчӗ; Ҫӗр пӗр ҫулталӑк хушшинче илсе тӑракан ӑшӑ 67 метр хулӑнӑш пӑра ирӗлтерме пултарать. Эпир Хӗвел ӑшшин пӗчӗк пайне кӑна илсе тӑни питӗ аван. Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр, Мадера ҫинче виноградниксем юлманпа пӗрех вӗт. Куҫран куҫҫуль тумламӗсем чӗрене ыраттармалла пӑчӑртатса тухма тытӑнчӗҫ, ывӑлӗ ҫав тери лӑпкӑн ӗненсе каласа панӑ хуйхӑ кӗтнине ӳн чӗри, ним курӑнман каҫхи лӗпӗш пек, хурлӑхлӑн тӑпӑлтатрӗ. Пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл тин ҫеҫ чӳрече патне пырса тӑнӑ Озерова, — сирень ҫулҫисем хӗл ларичченех тытӑнса тӑраҫҫӗ. Тӳррипе каласан, хирӗҫлемелли те пулман. — Тепӗр чухне тем чухлӗ укҫа та кирлӗ мар… Кӗҫӗн Артамонов киле кӑштах лӑпланса таврӑнчӗ; каҫхине тетӗшӗ ӑна губерние кайса килме сӗнчӗ те, вӑл тулли кӑмӑлпах тухса кайрӗ, анчах сакӑр кунтан, киле таврӑнса тетӗшӗ патӗнче апат ҫисе ларнӑ чух, вӑл Мирон каланине каллех пӑшӑрханса итлерӗ: — Нестеренко эпӗ шутланӑ пек ӗҫсӗр супса ҫӳрекен этемех мар иккен, вӑл хулара та виҫӗ ҫынна тытнӑ: Модестов учителе тата темле икӗ ҫынна. Ҫавӑнпа сире каласа кӑтартакан геройсем ҫӳревҫӗсем мар; ҫул ҫинче тӗл пулакан ӑнӑҫсӑрлӑхсене пула пӗтнӗ ахаль туристсем кӑна пулнӑ. Январь вӗҫӗнче ҫеҫ эпӗ хам полка таврӑнтӑм. Тепӗр кун мана Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗ хӑй патне чӗнтерчӗ. …Ҫав ире нихҫан та манас ҫук ҫав — ҫӗр ҫинче вӑл хӑйӗн шурка та ҫав вӑхӑтрах маншӑн хӑюллӑ сӑнпа ҫуталан малтанхи ир пек туйӑннӑшӑн мар ӗнтӗ. Инҫетри Ҫурҫӗрте ҫавӑн пек туйӑм пулать ҫав. Анчах ман сывлӑша темле ытла тӗлӗнес кӑмӑл пӳлсе тӑчӗ, катер командирӗпе пирус туртса, шапӑлтатса калаҫрӑмӑр та, йывӑррӑн сирӗлсе юхан тӗтре витӗр эпӗ палуба ҫине хӑпартӑм. Тӗтре те палуба ҫинче е ҫӑралать, е сирӗлет, унӑн пӑтранчӑкӗ витӗр тусем ҫийӗн хӑпарнӑ тулли уйӑх курӑнать, катара тӳрем ҫутӑ йӑрӑмсем палӑраҫҫӗ. Часах уйӑх, хӑй таврашӗнчи тӗтрене ҫӗнтернӗ пек пулса, йӑлтах тасалса ҫитрӗ, анчах ирхи кӗренлене пуҫланӑ пӗлӗте кура, вӑл вӑйсӑрӑн шуралчӗ. Тата кӑштах вӑхӑт иртсен шӑранса тӑран тӗтре витӗр вӑл юлашки хут ялкӑшса илчӗ те, унтан Кольски залив ҫийӗн сенкер те кӗрен тӗспе юрлӑ ир ҫӗкленчӗ. Вӗсен тӗрлӗ еннелле тарса саланма та хӑюлӑх ҫитмерӗ. Сехӗрленни вӗсене пӗр-пӗрин патне, Сильвер ҫывӑхнерех хӗсӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ыттисенчен паттӑртарах тӑрать. Полковник килне таврӑнса, апатланма ҫеҫ ларнӑччӗ, тарҫӑ кӗчӗ те:— Унӑн преосвященстви сирӗнпе калаҫасшӑн, — терӗ. Павлин урамӗнче пӗр пӗчӗк хупах пур, ӑна тепӗр чухне кафе теҫҫӗ. Ну, халӗ эсир ҫырлахатӑр пулӗ тетӗп? Вӑл хӑйне хӑй йывӑра илет ӗнтӗ; вӑл хӑйне манпа сивӗрех пулнӑшӑн хӑйнех ӳпкелет… Нимӗҫсем ав мӗн тӑваҫҫӗ! Джек лайӑх мастер, ӑна пурте ырлаҫҫӗ. Сержант тӗпчеме пӑрахмарӗ: — Сирӗн пеккисем хушшинче шпионкӑсем те пулаҫҫӗ вӗт. — Биллиардла вылярӑн пуль те чей ӗҫрӗн пуль, гитарӑна тӑнкӑртаттартӑн пуль, халӑх пухӑнакан вырӑнсене ҫӳрерӗн пуль, хыҫри пӳлӗмсенче ыйтусем ҫыртӑн пуль, купец ывӑлӗсемпе явӑҫса ҫӳрерӗн пуль? — Сирӗн иккӗрен пӗрне суйласа илес пулать. Эпӗ йӑнӑш каласан, вӑл йӗрӗннӗ пекле:— Мӗн тума сан пуҫ пур? — тесе ыйтатчӗ. Халь ӑна вӑйсӑр теме тата техникӑпа начар авӑрланнӑ теме ҫук ӗнтӗ. Хупран кӑна тунӑ ким урса алхасакан шыв ҫинче чӑтма пултарайманни курӑнчӗ. Ҫавӑнпа та моряксем ҫӳллӗ йывӑҫсене темиҫе касса ячӗҫ те вӗсенчен сулӑ тума тытӑнчӗҫ. Сулли кӗмсӗркке пулсан та тӗреклӗ пулать. Вӗсенчен йӗрӗннине палӑртасшӑн мар пулса, эпӗ сюртука хыврӑм та диван ҫине юлташла выртрӑм. — Эс ҫынна вӗлерни саншӑн пӗрре те хӑрушӑ мар-и вара? — ыйтрӗ Оленин. Ку вӑрттӑн тунӑ ӗҫ вӑрттӑннипех юлать. — Ҫапла, е философи профессорӗ пуласшӑн, — унтан вӑл сассине пусарса: — эхер те ун пек тума май килсен, — тесе хушса хучӗ. Паганельпе Элен тата матроссем боцман пулнӑ ҫын панӑ сӗнӗве кунсӑрӑнах йышӑнас тенӗччӗ. Мак-Набс та Айртонпа килӗшнине пӗлсен, текех каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑрасси пулмарӗ. Гленарван Айртон планне йышӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эсир тата мана сысна пӑхма ярасси ҫинчен ҫыратӑр. Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑна хӑйӗн чӗрҫи ҫине лартса ҫапла каланӑ: — Пӗлетне ачам, эпӗ санӑн пур ыйту ҫине те ответлеме пултараймастӑп. Шубин хӑй пурӑнакан флигелӗн чӳречинчен ун ҫине пӑхрӗ, ним шарламасӑр чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ. Елена макӑрса ячӗ, унӑн аллине чуптума пуҫларӗ… ҫав хушӑра ямшӑк ҫуна пуҫӗнчен ҫур бутылка шампански тата виҫе бокал туртса кӑларчӗ. Ма унта выртать-ха вӑл? Лури тухтӑра аяккалла илсе кайрӗ, вӗсем старик кимӗ татӑкне илсе киличчен, пӗр-пӗринпе темскер пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ. Сирӗн мистификаци хӑвӑршӑнах ӑнӑҫлӑ пулмӗ… эпир вырӑнсемпе улшӑнӑпӑр: халӗ манӑн сирӗн шуралса кайнӑ пит-куҫу ҫинче хӑранин паллисене шыраса тупмалла пулать. Ахлатса, ӗхлетсе, вӑл, васкамасӑр, пӗтӗмпе тусса кайнӑ пушмакне хыврӗ, йӗм пӗҫҫисене тавӑрчӗ, вара, кӑмӑлсӑртараххӑн йӑл кулса, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа, вӑрахчен шӑмми кӑна юлнӑ урисем ҫине пӑхса ларчӗ. Вӑл кӑштах кӗтсе тӑчӗ те каллех шаккарӗ. — Эсир ҫав чаплӑ вӗреннӗ ҫынна пит лайӑх пӗлнине эпӗ аванах куратӑп ӗнтӗ, — тет пичче. Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл санпа? Аттен карапӗсем ҫинче эпӗ ачаранпах пулнӑ. — Ме! Ҫак тӗллевпе пирӗн пуянран та пуян ҫӗр-шывпа усӑ курмалла; вӑл — Лизиазира тӑвӗсен леш енче, пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса арканнӑ хыҫҫӑн халӗ унта никам та пурӑнмасть. Сыхласа усрама парсан ӗнтӗ, паллах, лайӑхрах пулать. Часах вӑл Андрей Гавриловичӑн пӗчӗк ҫурт-йӗрне курнӑ та унӑн чун-чӗрине икӗ тӗслӗ хирӗҫӳллӗ туйӑм тытса илнӗ. — Санин шӑпланчӗ. Кунта, Венӑра, Ленин пурӑннӑ!» Хальхинче ӗҫ ӑнчӗ. Ҫул кӑтартса пыракансемпе мулсем вӗсене паҫӑртанпах ҫыран хӗрринче кӗтеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра сасартӑк ҫурхах ураллӑ, тӗксӗм те вӑрӑм чӗрчун пӑр шӑтӗкӗнчен шывалла чӑмнӑ та тӗлӗрсе выртакан форель патнелле пынӑ. — Ку пирӗн завод! — кӑшкӑрса каларӗ Георгий Ольгӑна. Малтан Синопа тӗмӗсем ҫине е вӗсем ҫине ҫакнӑ тирсем ҫине пенӗ, тепӗр икӗ уйӑхран вӑл аслашшӗ ҫӳлелле ывӑтса яракан курӑк ҫыххи ҫине пеме пуҫланӑ. Анюта ашшӗ преподаватель пулнӑ. Пӗр-пӗр ватӑ та ӑсланса ҫитнӗ кушак ҫеҫ хӑшпӗр чухне ҫапла тӑвать: шӑшие хӑй хӳри ҫумӗнчех чупса ҫӳреме ирӗк парать; анчах хӑй ҫав вӑхӑтрах унӑн шӑтӑкне тарса кӗмелли ҫулне пӳлме хӑвӑрт план шухӑшласа кӑларать. Ӑсатса ярас мар-и манӑн сире? Ку сӑмах ачасене хӳхӗмех витрӗ. Эпир унпа театрта, «Принцесса Турандот» курнӑ чухне, тӗл пултӑмӑр. Спрут хӑйӗн темиҫе теҫетке хыпашлакан аллисемпе йӑшӑлтатать; аллисем ҫӗлен ҫӑмхи пек явкаланаҫҫӗ, ӳт-тир хупписем йӗрӗнтермелле чӑшӑлтатаҫҫӗ. Калаҫмалли пирӗн нимӗнех те ҫукчӗ, эпир, хӑнӑхса ҫитнипе, вӑрҫман чух чӗнместӗмӗр. Вӑрҫма яланах сӑлтав пулать ӗнтӗ, этеме ятласа хӑртмалли пурах, юлташа тесен — пушшех. Тӗслӗхрен, хӗрарӑмсене вӑл хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗринчен юратмасть, хаваслӑ сехетсенче вара вӗсенчен тӑрӑхласа, йӗкӗлтесе кулать. Ӑна Германие ӗҫлеме илсе кайнӑ та — вӑл нимӗҫсен приказне итлемесӗр тӑма хӑяйман, — артиллери снарячӗсем тӑвакан завода лекнӗ. Иксӗмӗр те эпир — рабочисем. — Эпӗ карчӑк иккенне ӗненместӗр-им? Чухӑн дворянинӑн, ачаш арӑм тарҫийӗ пуличчен, чухӑн дворянкӑна качча илсе кил хуҫи пулни аванрах пулӗ», –тенӗ. Софья пуҫне ҫӗклерӗ те хаваслансах:— Эсир епле шухӑшлатӑр, Саша? — Тӗпчесе ыйтнӑ чухне эсӗ тунӑ тесе каланӑ ӑна. Ку ҫулҫӳревре те акӑ ӑна ҫӑм мар, Варламовпа хаксем те мар, ытларах вӑрӑм ҫул, кӳмери калаҫусем, ҫӗр ҫинче ҫывӑрни, вӑхӑтра апат ҫименни кӑсӑклантарать. Лашасем сывлӑш ҫавӑрса илччӗр. Анчах та унӑн ҫутӑрах мӑйӑр тӗслӗ пысӑк куҫӗсенче хӗрӳ пурнӑҫ та, вӑй-хӑват та хальчченхинчен ытларах палӑрчӗ. Унта та тракторсем, кунта та ҫавӑн пеккисемех. Ҫапах та пирӗн ҫулҫӳревҫӗсем ирпе сакӑр сехет тӗлне ҫул ҫине тухма хатӗрленсе ҫитрӗҫ. Пулаҫҫӗ. Малти пулӗмрен часах Варя тухрӗ. Ҫурт хуҫи, Яик казакӗ пулнӑскер, пӗр утмӑл ҫулсенче пулӗ, хӑйне чӗррӗн те паттӑрӑн тыткалать. Пӗррехинче ман пуҫа: телей тулашри сӑлтавсенчен мар, ҫав сӑлтавсем ҫине хамӑр епле пӑхнинчен килет, тертсене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ ҫын телейсӗр пулма пултараймасть, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, хама ӗҫе хӑнӑхтарас шутпа, Татищев лексиконӗсене пилӗкшер минут хушши алӑсене тӑсса тытса тӑтӑм, алӑсем тем тери ыратсан та тӳсрӗм, е чӑлана кӗрсе, хама ҫара ҫурӑм тӑрӑх кантӑрапа куҫҫуль тухичченех ҫатлаттартӑм. Кӳлсе хунӑ нимӗн хускалмасӑр чӑмласа тӑракан ултӑ вӑкӑр ҫав хӑлтӑр-халтӑр фургона патриархальнӑй вӑхӑтри сӑн-сӑпата кӳреҫҫӗ. Юлашкинчен аннӑ машина аяккалла кайса ларма та ӗлкӗрейменччӗ-ха — Федотов майорӑн «пӗрремӗшӗ» вырӑнтан хускалса кайрӗ. Истребительсем пӗлӗтелле мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ыткӑнса хӑпарма пуҫларӗҫ. Шӑнса хытнӑ кӗленче катрамкки пысӑк валашкана йывӑррӑн та ҫуттӑн вырнаҫнӑ пек, уяр тӳпе ун айне пулнӑн тата кӑтра йывӑҫсем ним хускалмасӑр ун ҫине пӑхнӑн туйӑнать. Сире ҫӑмӑлах пулманнине эпӗ пӗлетӗп, анчах пурте ӑнланаҫҫӗ… Ҫерҫи Варӗ ятлӑ ялӑн хӗрринче, хӑрӑмпа витӗннӗ, стенипе ҫул енне тӳртӗн пӑхса ларакан кивӗ, шӑтӑк-ҫурӑк тимӗрҫ лаҫҫин вучаххи умӗнче, вутӑ ҫуттинчен куҫӗсене хӗскелесе, Политовский ларать: вӑл вӑрӑм хӗскӗчпе хӗп-хӗрлӗ тимӗр татӑкне ҫавӑркалать. — Озеров халь ӗнтӗ ӑна ҫав тери пӑскӑртма тапратӗ, итлесе тӑма та лайӑх мар пулӗ, шухӑшларӗҫ салтаксем. Чӗрӗ ҫын пӑхса тӑнӑ пек туйӑнчӗ, унтан та ытла вӑл Огнянова палласа илчӗ пек, хӑйне те паллаттарасшӑн пек туйӑнчӗ. — Приговорне ҫар канашӗ йышӑннӑ-и? Эпир санпа унтан чун валли мӗн илме пултаратпӑр? Малтанах эпӗ ӗненмерӗм, анчах та Катя «пустуй япала» тесе татса хучӗ, Гладковран темӗнле тӗслӗх илсе кӑтартрӗ. — Ман шутпа, темле кӑнтӑрти хула ҫинчен, — терӗ тухтӑр, — те Сухуми, те Баку ҫинчен. Тӗрӗс, Никита Назарыч каласа панинчен эпӗ пӗтӗмпех ӑнланайман. Ирхине пулнине аса илтерсе, Олеҫҫӑна та тепӗр хут пӑлхантарас килмест-ха манӑн. Халӗ те ҫаплах пулчӗ. Мана унтан тепӗр хут хӑваласа кӑларчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех! Эпир хамӑр юлашкинчен ҫеҫ каҫма пултаратпӑр. Кунта Су Хутам Лу вилсе выртать. Геркулес кимме шыв ҫинелле тайӑлнӑ манго йывӑҫҫинчен ҫирӗп кӑкарчӗ те, пур ҫулҫӳревҫӗсем те ҫырана тухрӗҫ. «Ан та шухӑшла, хӑта! Унччен сывӑ пулӑр. Уҫҫӑнах евитлетӗп: хулана анархи хуптӗрленӗ. Епле, Федор хӑйне лайӑх тыткаларӗ-и, тет. Ҫӗршер миллион ҫул Ҫӗр ҫийӗпе ирӗккӗн вӗрет чарӑна пӗлмен ҫил, унӑн хуҫи ҫук пулсан та, вӑл пысӑк та усӑллӑ ӗҫсем тунӑ. Анчах ун чухне вӑл уншӑн тус та арӑм ҫеҫ шутланнӑ, халӗ акӑ вӑл — хӑй вӗрентсе ҫитӗнтернӗ ҫын, парти тӗлӗшӗнчен ҫывӑх юлташ. Сухалӗ те унӑн Валькӑнни пекех, кӑштах унӑннинчен ҫӑрарах та хурарах кӑна. Тӑваттӑмӗш кун ирхине Макар Аркашка Менок кил картине пырса кӗчӗ те, кӑмӑлсӑр сывлӑх сунса, ыйтрӗ: — Ну, кӑтарт-ха хӑвӑн автанна. — Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вӑл сана? — Унӑн сӑн-сӑпачӗпе интересленетӗп. — Мӗн, шуйттан тума кирлӗ сана унӑн сӑн-сӑпачӗ? — Халех кӑтарт! Кашни ҫын чӗринче юрӑ янрать. Вӗсене эсӗ шухӑшласа кӑларнӑ-и? Ҫамрӑк чухнехи ытарма ҫук савнӑ каҫсенче ҫав! — Эсӗ пӗлместӗн, — тавӑрчӗ Аркадий: — вӑл хӑй вӑхӑтӗнче арӑслан пулнӑ вӗт. Хӗрлӗрех куҫӗсемпе йӑлтӑртатса вӑл калатчӗ: — Ну, вот: Серпухов; решуткаллӑ карта ӑшӗнче пуп ларать; пачӑшкӑ, турккӑсемпе ҫапӑҫнӑ героя парӑр-ха, тетӗп… — Пурнӑҫ вӑл ҫынсем хушшинчи ҫыхӑнусем пек мар, ӑна сахал калӑпланӑ. Ҫав каҫхине ӑна ҫӗнӗ хуйхӑ кӗтсе тӑнӑ. Паркри фонтансем евӗрлех пур енчен те ҫӗр айӗнчен вӗри шывсем ярӑмланса сиксе тухаҫҫӗ. Анчах ҫынсем каллех темӗншӗн шуйлана пуҫлани унӑн шухӑшӗсене сирсе янӑ. Юлашкинчен эпир, кӑнтӑр енчи ытла чӑнкӑ чул сӑрчӗсенчен пӑрӑнса, малалла ишсе кайрӑмӑр. Елена вӗсенчен хӑрамарӗ… Ҫав ҫуллахи вӑхӑта эпӗ урӑххишӗн асӑмра тытса тӑраттӑм. Манӑн кӑвакарчӑнсем чӗп кӑлараҫҫӗ, чӗпписем кӗҫех ҫӑмартине сӑхаҫҫӗ акӑ, эсӗ — «Заготживсырье, мамӑклӑ тир пама тытӑннӑ…» Вӑл тем ҫинчен ҫине тӑрсах шухӑшланӑ пек туйӑнать. Тухса тарас-и? Эп хама лайӑх туятӑп, вӗҫне ҫитиччен чӑтас пулать. Ҫук, ыттисене урӑхлатма май ҫук! Ку вӑл пӗтӗмпех ҫилленнинчен, ӑмсаннинчен, чӑлах пулнинчен килет. Ик эрне каярах кӑна-ха вӑл Иваново ялӗнче Ганчо Даалийӗн пӗтӗм ҫемйине касса-вакласа тухнӑ. Ӗненӗр, — эп хамӑн урасемпе вӗҫнӗ пулсан — кӑмӑллӑрах пулмалла. — Вӑл йӗнер ҫине ларма шухӑшламан та. — Давыдов, хӑй йӑл кулнине пытарса, пуҫне аяккалла пӑрчӗ. Эпӗ ӑна халь тин ним те хушма пултараймастӑп. Каласан вӑл, кӑвакарчӑн, сана та илӗ; калам-и? Мулӗ унӑн ӳссех пынӑ, йышлӑ кил-йышӗ ытлӑн-ҫитлӗн пурӑнать, хуҫин сӑмахӗ хисепре, хӑйне вара никам та юратмасть. Ромашов пристань ҫумне пырса чарӑнчӗ те Назанские кимӗрен тухма пулӑшрӗ. — Мӗншӗн? Сылтӑмалла та сулахаялла, малалла та хыҫалалла пӑха-пӑха пычӗҫ. Кимӗ хӳринче ларса, вӑл рульпе шыва касса пырать, ҫак яка бархатлӑ шыв тӑрӑх вӑрах та инҫете каяс кӑмӑлпа тулса, малалла тинкерсе пӑхать. Потемкин хӑйӗн тутине ҫыртать, юлашкинчен пӗр запорожецӗ патне пычӗ те, пӑшӑлтатса, темскер хушрӗ. Штаб канашлӑвӗнче пӑлхавҫӑсене тапӑнмалли плана улӑштарчӗҫ пулмалла. Ну, халӗ атьӑр ман пата. — Архипушка, — йӑлӑнса ыйтать Егоровна, — ҫӑл, вутран тухма пулӑш ҫав эсрелӗсене, уншӑн сана турӑ ырӑ кунҫул парӗ. Пуҫра темӗн йывӑррӑн шавлать, унта пуҫ мимине чӗтретсе кивӗ те кӑтрашкаллӑ арман чулӗ кӗмсӗртетсе ҫаврӑннӑ пекех пулнӑ. Вӗсем пӗр район ҫыннисем — Ока тӑрӑхӗнчен. Эсир вӗт… Йытӑ хӑйӑрлӑ ҫыран тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупкалать, ҫӗре шӑршлать, хӳрине усса, майӗпен хӑрлатать. Вӑл хӑйне тӗлӗнмелле тыткалать, ҫапах та Динго ҫынна та, чӗрчуна та туйманни тӳрех паллӑ. — Чӑн… — кӗскен ответленӗ Фома, унӑн сӑмахӗсене ӑнланмасӑр, ҫав вӑхӑтрах хӑй каллех хӗрелнине сиссе. Эпӗ мӗнле ҫын-и? — Доктор! — Юрать — аванах хирӗҫлерӗн! — Ну, мӗнле? Ганс пуҫне ҫеҫ сулчӗ; уншӑн пулсан, кирек ӑҫта кайсан та пурпӗрех, унта-и, кунта-и, ҫӗр ҫинчех юлмалла-и, ҫӗр ӑшне анса каймалла-и, — вӑл нихӑшне те хирӗҫ мар. — Эх, Фома! — кӳренсе каланӑ Люба. Дубровский манӑн мӑшӑрӑн пилӗк ҫул аслӑраххине, ҫавӑнпа ӗнтӗ, вӑл вӑтӑр пилӗк ҫулта мар, пӗр ҫирӗм виҫҫӗсенче кӑна иккенне чӑнласах калама пултаратӑп. — Шпион ан пул, ан элекле. Яков пуринчен ытла Полина ӑна эрешмен тесе чӗннине юратман, ачаш минутсенче унӑн ӑна валли урӑхла, кулӑшларах ят пулнӑ — Солененький. Ӑна шӑрӑх хӑратрӗ, анчах эпӗ шӑрӑхран хӑрамастӑп. Иха куллипе чыхӑнчӗ, унӑн ҫӗҫҫи айӗнчен хупӑ вӗлтлетет кӑна. Каласа пар пӗтӗмпех, йытӑ, — терӗм эпӗ ӑна, ҫухинчен ҫавӑрса тытса; ҫинчех вӗҫертрӗм те, мӗншӗн тесен унӑн ҫемҫешке пырӗ часах пӑвӑнма тытӑнчӗ. — Эсӗ, Мери, яланах ҫапла хута кӗме тӑрӑшатӑн, ӑна никам та кӳрентерме шутламасть. — Вӑл мана яланах пулӑшса тӑнӑ, вӑкӑрсем панӑ, кивҫен вӑрлӑх панӑ… сахал пулнӑ-и… Атӑл ҫинче питӗ шӑп, питӗ тӗттӗм те хӑрамалла. — Мэри, Мэри! — тесе ячӗ вӑл. Ку мана питех те кӳрентерет! Ну, хӑвӑр каласа парӑр ӑна, мейӗр… — Чимӗр-ха, эсир выртса канӑр-ха, — терӗ вӑл. — Алексей Иванович, кама кӑшкӑратӑр? Индеецсем колибри-кайӑкӑн пур 150 тӗсне те поэтла ятсем хурса пӗтернӗ пулмалла. Санин хӑй ҫул ҫӳрени ҫинчен, Петербургри пурнӑҫ ҫинчен, хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ… — Манӑн кунтан паянах тухса каймалла, — терӗ Павел татӑклӑн. Тӗрӗслӗх сучӗ общество ӗҫне туса пырать. Ҫав трубасене телескопсем теме тытӑннӑ. Намӑс суту-илӗве тахҫанах чарнӑ. Ҫапах та Вӑтаҫӗр Африкӑра суту-илӳ халӗ те хӗрӳллӗн пырать. Малалла вула!» — Ҫап-пла! — ассӑн сывласа калана подрядчик. Людмила Павел сӑмахне ирӗксӗртен тенӗ пек вулама пуҫларӗ, унтан хут патнерех, ҫывӑхарах пӗшкӗнсе, вуласа тухнӑ листисене аяккалла хура-хура пычӗ, вуласа пӗтерсен, ура ҫине тӑчӗ те, кӗлеткине тӳрлетсе, амӑшӗ патне пычӗ. Шӑматкун ҫитрӗ; вӑл кун Анюта ӗҫрен пушанса киле пымалла пулнӑ. Алексей унпа кашни каҫах телефонпа нумайччен калаҫса, хӑйӗн ӗҫӗсем савӑнмалла мар пулса пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Вӑл пысӑк та тискер ҫӗлен-калта евӗрлех, ҫӗр ҫийӗпе шуса пырать. Серёжа Миша вилни ҫинчен тӑватӑ кун иртсе тин, бригада Буча станцине ҫапӑҫса илсе фронтпа Киев еннелле ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, поляксен Коростень патнелле шӑтарса тухасшӑн пыракан хаяр атакисене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ хушӑра пӗлчӗ. Чим-ха, вӑл Огнянова вилӗмрен ҫӑлса хӑварма пултараймӗ-ши, хӑй валли те тӑван ҫӗршыв валли пулӗччӗ ҫав ҫын. Тата вӑл сире, — терӗ урядник, именерех, — пӗр полтинник укҫа парсаччӗ те… каҫарӑр тархасшӑн, эпӗ ӑна ҫул ҫинче ҫухатса хӑвартӑм. Джемма пусма тӑрӑх майӗпен анчӗ, Мартини, ним чӗнмесӗр, ун хыҫҫӑн пычӗ. — Шуйттан пӗлет, темле шухӑшлаҫҫӗ вӗсем, тӗттӗм халӑх вӗт вӗсем — тесе ответ пачӗ вӑл, пирус тӗпне шыва ывӑтнӑ хыҫҫӑн ӑна сӑнаса. Шыраса тупсан, айӑпне кӑтартмалли япала тесе, ӑна сирӗн пата ҫитерсе паратпӑр. — Мӗн тӑвас тетӗн? — терӗ Умрихин. — Шубинӗ тата? — хирӗҫ тавӑрчӗ Елена. Атту пӗлтӗр пирӗн пата районри заготживсырье заведующине хваттере кӗртнӗччӗ, пирӗн хутора ӑна уполномоченнӑй туса янӑ пулнӑ. Эпир нимӗҫе хӗрӳллӗн ярса илсен, Сталинград ҫӗрӗ чӗтреме тытӑнсан, вӑл хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпа пире сулчӗ те хуллен аялалла, ҫыран хӗрринелле кайрӗ. — Ой, мӗн пулчӗ паян ир! Ҫамрӑк негрсен пысӑк мускулӗсене, хитре кӗлеткисене курсан, Жозе-Антониу Алвиш кӑмӑлӗ тулнӑн кулса илчӗ. Темиҫе кун кантарсан, апата лайӑхлатсан, вӗсене часах вӑй кӗмелле. Ҫапла, нимӗн те кирлӗ марччӗ. — Эпӗ ӑна вунпиллӗкмӗш тӗлне пуҫтарса ҫитеретӗп, факт! февральте акмастпӑр пулӗ-ҫке ӗнтӗ? Ӗмӗр-ӗмӗрех ҫапла пулнӑ, кунта ним те тӑваймӑн ӗнтӗ. Пӗр вӗрме тытӑнсан ӗнтӗ вӑл Ольховкӑри мӗнпур йытта хускатать. Урапа патӗнче ултӑ ҫамрӑк йӗкӗт тӑраҫҫӗ, вӗсем пурте пӗр пек сӑн-сӑпатлӑскерсем, пурте Федя пекскерсем. Сасартӑк ҫавӑн пек кун ҫитӗ те — патша вӑл мӗн иккенне ӑнлантарса парӗ. Яков Лукич февралӗн 8-мӗшӗнче Половцев канаш панипе иккӗмӗш бригадӑн нарядчикне ҫынсем уйӑрса, тӑватӑ лавпа вӑкӑр витисем патне ҫырмаран хӑйӑр турттарса килме хушрӗ. Калаҫмасӑр пурӑнакан танкист Кукушкина сасартӑк «шӑл йӗрен», тесе вӑрҫса тӑкрӗ. Тепӗр кунне вара, хӳресӗр ҫерҫи каллех вӗҫсе пырса чӳрече умӗнче пӗчӗк куҫӗсене чӑрсӑррӑн ҫутӑлтарса, пуҫне ҫавӑркаласа, ҫуйӑхса ҫапӑҫнине курсан, танкист темиҫе уйӑх хыҫҫӑн пӗрремӗш хут кулса ячӗ. Манӑн шӑпана айӑплӑр: вӑл пӗрлештерчӗ мана атте юратман ҫынпа, сиртен уйӑракан ҫынпа. Ботинкине хывнӑ хушӑра вӑл шывалла тинкеререх пӑхса илчӗ, — ҫак вӑхӑтра ӑна такӑшӗ ҫурӑмӗнчен хырчӑкпа хыркӑчласа илнӗнех туйӑнса кайрӗ. Чиркӳрен таврӑнсан, кукӑль ҫиеҫҫӗ те каҫчен каллех ҫывӑрма выртаҫҫӗ. Акӑ мӗн патне илсе пычӗ пире хамӑр мӗн туйни ҫинчен пӗр-пӗрне, йӑлтах калама, ют ҫынна вара пӗр-пӗрин ҫинчен ним те пӗлтермелле мар тесе калаҫса татӑлни. Пӗтӗм таврара кӗмӗл тӗтре йӑсӑрланать. Аннушка мӑкӑнь чечекӗ пекех хӗрелсе кайрӗ, ҫатан кантӑрине икӗ аллипе ҫатарласа ярса тытрӗ те старик ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ. Эсӗ — кӗнекесем тӗлӗшпе мӗнле? Джо индеец сасси! Вӑл мӗн каласса кӗтмесӗрех алла бутылка тытрӑм. Икӗ лампа ҫутса ячӗҫ, вӗсен сарӑ ҫутисем мачча ҫумӗнче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, такамӑн куҫӗсем ҫухалнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, куҫ курми туса тарӑхтарса, пӗр-пӗринпе пӗрлешме хӑтланнӑ пек лӗп-лӗп туса ҫунаҫҫӗ. Вӑл витӗнкӗҫе пуҫтарчӗ, ӑна чӗркуҫҫипе пусса чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ. Эсир мана ӗҫрен уйӑрма пултараймастӑр. — Кӑтарт-ха хӑвна, кӑтарт ӗнтӗ, — хушса хучӗ вӑл кӑшт уйӑрӑлса тӑрса, унтан: «акӑ кунта, кунта, лашасене хӑвӑртрах», — тесе, васкавлӑ утӑмсемпе постоялӑй двор енне утса кайрӗ. Ирӗк парӑр, эпӗ сире хампа пулса иртнӗ ӗҫ хӑҫан тата мӗнле пуҫланнине каласа парам. Хуралтӑн пысӑках мар алӑкӗ ҫурма уҫӑ, урата ҫинче ӗҫлевҫӗ кукленсе ларнӑ та пӗчӗк витрери кирпӗч тӗслӗ хӗрлӗ сурике пӑтратать. Таврари пур япаларан та кичемлӗх тухса тӑчӗ, чуна ӑҫта та пулин тухса каяс вӑйсӑр кӑмӑл тулса ыраттарчӗ. — Манӑн тӑван пичче ачи Новочеркасскра пурӑнать, хула пурнӑҫӗ ҫинчен вӑл ҫырса пӗлтерет, — шантарчӗ Антип. Сирӗн заявленисене эпӗ паянах Нагульнова парӑп, халӗ бригадӑна кай та юлташусене пӗлтер: вырсарникун каҫхине вӗсен ыйтӑвӗсене партин уҫӑ пухӑвӗнче пӑхса тухатпӑр. Вӑл яланах ҫаван пек ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ! Вара эпӗ тӑтӑм, кӗнекене кӑмака айӗнчен кӑлартӑм, чӳрече патне пытӑм, ҫӗрӗ ҫутӑччӗ, уйӑх тӳрех чӳрече витӗр пӑхатчӗ, анчах вӗтӗ шрифта курма май ҫукчӗ. Унӑн килӗнчи флигелӗсенчен пӗринче горничнӑй — тарҫӑ хӗрсем — алӑ ӗҫӗ туса пурӑннӑ. — Кунта лайӑх хӗрарӑмсем пур-и? — ыйтрӗ Базаров, виҫҫӗмӗш черккене ҫавӑрса хурса. Искусствӑна, поэзине кӑна мар… тата… калама та хӑрушӑ… Астуса тӑрӑр, манӑн ӗнентерекен — питех те хытӑ ӗнентерекен япаласем пур, — эпӗ каланӑ хӑш-пӗр ҫамрӑк ҫынсем кунти порт урлӑ вулама чарнӑ литература илсе килнӗ, эсир те вӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ иккен. Чӑнах та, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, хӗре юратнипе ӑсран кайнӑ айван пек, эпӗ ҫав хама намӑслантаракан сӑмахсене ҫырнӑ хунӑ. Ҫынсем выльӑх хатӗрлеме килнӗ пулсан, хатӗрлеччӗрех. — Ҫуркунне! — терӗ Мересьев, аманнӑ йываҫ вуллинчен ҫӗр ҫине хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса юхакан таса сӗткен шывӗ ҫине тата каҫӑр сӑмсаллӑ, пысӑк шинель тӑхӑннӑ «Метеорологи сержанчӗ» ҫине пӑхса; вӑл унӑн ятне те пӗлмен. — Чипер юлса тӑр-ха, васкатӑп. «Хам влаҫпа усӑ курса приказ паратӑп сире, халӑх та ҫаплах хушать, — терӗ голова, — ҫак самантрах ҫав сурӑха тытса, ман патӑма илсе килмелле, унпа пӗрле ыттисене те, урамра кама курнӑ, ҫавна тытмалла, эпӗ вӗсемпе мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп!..» — Ҫапла ӗнтӗ… паллах… Хӑйпе ҫакӑн пек пулнине вӑл халиччен те курман. — Нумаях пурӑнма шутламастӑп. Кунта ӳсекен манго йывӑҫӗн ҫимӗҫӗ ытти манго йывӑҫҫсенни пек сентябрьте мар, март-апрель уйӑхӗсенче пиҫсе ҫитет, ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗсене пит те вӑхӑтлӑ пулчӗҫ вӗсем. Хӑрушӑ старик хальхинче улӑхмалли вӑрӑм чикмек тытса тӑрать. Ахаль мар похода хатӗрленнӗ чухне: козаксене усӑ кӳрӗп, терӗн: чанах усӑ кӳтӗн». Ҫӗрле ӑна темӗн тӗлленет те — вӑл шӑлне шатӑртаттарать, шӑппӑн кӑшкӑрать те — тӑрса вырӑн ҫинче ларать: ассӑн-ассӑн сывлать, шӑлӗсене ҫыртнӑ, пичӗ те, кӑкӑрӗ те тарпа исленнӗ. Граф татӑлса йӗме чарӑнмасӑр пуҫӗнчи ҫӳҫне лӑскать, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапса кӑтартать. Пӑхса тӑракан халӑх та чарма ҫук макӑрать. Гинка хӑй те куҫҫульпе ҫӑвӑнать, ҫапах та кӳршисене мӗн чухлӗ те пулин лӑплантарасшӑн пулчӗ: — Ҫитӗ ӗнтӗ йӗмешкӗн! Эпӗ ун чухне пӗчӗк ачаччӗ, ун хыҫҫӑн ҫара уранах чупса кайрӑм. — Пӗлместӗп, — терӗ вӑл типпӗн, — пӗлместӗп, ун ҫинчен эпӗ ним те шутламан… Ҫынсем кӑмӑллӑ пулсан — аван вӑл! Эсир ӑнланатӑр, мисс Луиза, вӑл кухньӑна яма юракан йышши ҫын мар вӗт. Анчах ман пуҫа ним те пырса кӗмерӗ. Суяна чӑн тумастӑн… эх, эсӗ те! Василий Васильевич такӑннӑ пек пулчӗ те, аллипе стена ҫине тӗренсе тӑчӗ, темскер мӑкӑртатрӗ, унтан стенаран уйрӑлчӗ те — хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна кӗчӗ. Арҫын ура ҫине тӑчӗ, инҫетелле кӑтартса аллине тӑсрӗ, уретник ҫӗре сиксе анчӗ, сулӑнса кайрӗ, арҫынна чӗлпӗр ывӑтса пачӗ, аллисемпе карлӑкран тытса крыльца ҫине йывӑррӑн утса хӑпарчӗ те вулӑс алӑкӗнчен кӗрсе ҫухалчӗ… Час-часах хӑшпӗр хӗрарӑм нимӗн илмесӗрех тухса кайни те пулкалатчӗ, — вара вӗсем виҫҫӗш те хӑйсене ҫын кӳрентернӗ пек шутлатчӗҫ. (Вӑл Берсенев ҫине кӑтартрӗ.) Эпӗ ура ҫине сиксе тӑратӑп та, руль рычакне пӑратӑп. Хӑйне уҫӑлса ҫӳреме илсе кайнӑшӑн савӑннипе вӑл сике-сике илнӗ, утлӑ чукун ҫул вагонӗсем хыҫҫӑн вӗрсе чупнӑ, картишсене кӗре-кӗре тухнӑ тата йытӑсем хыҫҫӑн хӑваланӑ. — Ара, пӗлмесӗр, ман тантӑшсем вӗсем. — Черня, — терӗ Андрей шӑппӑн. Костя ӑна алӑпа аласа тӑрать. Пӗтмерӗҫ те вӗсем, аяккинерех ҫеҫ пӑрӑннӑ пек пулчӗҫ те, малта пире ирхи ытармалла мар мерчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ. Эпӗ хам та, ватӑ ухмах, тӑранайми пӑхаттӑм, тӑранайми хӗпӗртеттӗм; мӗн тери юратман-ши эпӗ хамӑн Дуньӑна; мӗн чухлӗ ачашламан-ши хамӑн хӗрӗме; мӗн тери лайӑхчӗ унӑн пурӑнӑҫӗ! Пӗр сехет те иртмен, вӑл Кольхауна тӳрех отказ панӑ. Вырӑнтах таткаласа ҫурса тӑкать пулӗ, терӗм. Чӗлхи ҫеҫ вӗсен, хӗрарӑмсен, ох, чӗлхи вара! Ирӗксӗррӗн те хӑйпе хӑй кӗрешнӗ пек тата ҫак ӗҫре темле тӗрӗс мар япала курса, вӑл хӑй аллине ун патнелле тӑсрӗ те ҫавӑнтах сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, сывпуллашма тытӑнчӗ. Курсант ӑна тек-текех пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑркалани, пӗрре ҫӳлелле хӑпартни, тепре аялалла антарни ҫеҫ кӑшт тӗлӗнмеллерех пулчӗ. Мана кукамай вӑратрӗ, — ман ҫума пырса тӑнӑ, ман ҫинчен одеялпа туртса антарса ҫапла калать: — Тӑр! Кӑвайт ҫуннипе ҫуталнӑ лапамсенче, эрехпе, ташӑ-юрӑпа, хӗрарӑмсемпе киленсе минренӗ халӑх хушшине ҫӗрле Магацитлсем килсе кӗреҫҫӗ. Юлташсем пӑртак иртсе кайсанах сасӑ илтӗнтерекен акустика меслечӗ ҫухалма пултарать. Манӑн фортран инҫете каяс килмерӗ — эпӗ ҫук чухне мӗн те пулин пуласран хӑрарӑм. Хӑй яланах шӑп, пуҫӗнче, ман шутпа, шухӑшсем вӗресе кӑна тӑраҫҫӗ. Ку ыйтӑва Паганеле пачӗҫ. Ӑна вӑл тӗлӗнмелле уҫҫӑн ӑнлантарса пачӗ, унӑн отвечӗпе вара майор та килӗшрӗ. Пӗтӗм кил-йыш — амӑшӗ, асламӑшӗ, икӗ пиччӗшӗ тата Алексей хӑй, чи кӗҫӗнни, — сӗтел тавра ларать те праҫникре йӑпанмалли ҫимӗҫе, — ҫав мӑйӑра шӗкӗлчеме тытӑнать. — Эпӗ тӗлӗнтеретӗп пулать ӑна, курӑр-ха ак! Кам вырӑнне хуратӑр эсир мана? Анчах ку «мӗншӗне» хирӗҫ эпӗ ответ тупмашкӑн тӑрӑшмарӑм та. Анюта, эвакопунктра нумай ӗҫленипе, ерҫмен пулмалла. Паян, пит чиперех те мар кӗрхи кун, унӑн хваттере пачах та ҫын пурӑнман пек курӑннӑ. Ку вара каҫ умӗн пулчӗ, чарӑнса тӑмастӑмӑрччӗ пуль эпир, мӗншӗн тесен ман «сӑпкам» вагон кайнӑ майӑн пӗр виҫеллӗн силленкелесе пычӗ. Анчах кӗтнӗ ҫил ниепле те вӗрмерӗ. Пулин!.. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:— Кам ҫурчӗ ҫак кӗнекене? Вара манӑн аттене тытрӗҫ те сирӗн пата илсе кайрӗҫ. — Хурах пусса-и? — шӑппӑн ыйтнӑ Фома. Унӑн ывӑлӗсене, унӑн юратнӑ ывӑлӗсене унтан илсе каяҫҫӗ, амӑшӗ тек нихӑҫан та ан курайтӑр тесе илсе каяҫҫӗ. Ҫав шуйттан Агафошӑна епле ӗненме пултартӑм-ха эпӗ?! Эпир малашне чылай митингсем, канашлусем, съездсем туса пыратпӑр. Разметнов ЦИК-па Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн «Выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑткӑнланса пусса пӗтерессипе кӗрешмелли мерӑсем ҫинчен» йышӑннӑ постановленине вуласа пачӗ, унтан Давыдов сӑмах тухса каларӗ. Кӳр аллуна — эпир санпа мӗн виличченех земляксем! Пӗрремӗшӗнчен, Воропаев ӑна хӑйне юраттарма тӑрӑшман, унпа пӗрле унччен тӳссе курман япаласенех тӳссе ирттернӗ: савӑннӑ е хуйхӑрнӑ. Виолетта хаваслӑн кӑшкӑрса яни кӑштах fanatismo текен тӑвӑл ҫӗклемерӗ, ҫакӑнпа танлаштарсан, пирӗн ҫурҫӗр енче улани ниме те тӑмасть… — Ҫак ӗҫ хамран килнӗ пулсан, эпӗ сана калӑттӑм: ыран та, тепӗр кун та, кашни кунах, чунӑм, тейӗттӗм. Ҫапла вара, сирӗн тавлашас килет, — юрӗ. Кунӗ те ырӑ марччӗ, атте те атте марччӗ. Эп ӑна халиччен ун пеккине курманччӗ-ха. Ватӑ Федор Тимофеич та ҫывӑрман. Анчах ҫак вӑхӑтра тапӑнакансем аптраса ӳкрӗҫ. Эпӗ ӑна тытса илтӗм. Ӑна тытнӑ вӑхӑтрах тата:— Кӗреҫе! Ыйтатӑп сиртен, илтетӗр-и, сиртен ыйтатӑп эпӗ: арӑмпалан ятсӑр ҫырусем пирки пӗр сӑмах та ан пултӑр. — Мӗн калӑр эсир ҫӑк пӗчӗкҫеҫҫӗ пуҫ пирки? — Эпӗ пӗтӗмпех ухмах иккен, — терӗм эпӗ, аллӑмсемпе пуҫӑма хӗссе. — Том, — терӗ Гекльберри шӑппӑн, — халӗ ӗнтӗ эпир лӑпӑртатса кӑтартас ҫук… нихҫан та тесе шанса тӑратӑн-и эсӗ? Вӑл, пӗрремӗш священнике ним тавӑрса каламасӑрах, малалла, суд залинелле утса кайнӑ. Эпӗ хӑм та эсӗ качча кайнипе ниепле те килӗшес ҫукчӗ, ҫакӑнпа килӗшиччен вилнӗ пулӑттӑм; анчах пӗр пулнӑ ӗҫе каялла тӑваймӑн, эпӗ вара хам хӗре намӑслантарма ирӗк памастӑп. * * * Санин офицер г-семпе пуҫ тайса сывпуллашрӗ те каретӑна кӗрсе ларчӗ; халӗ ӑна операци тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑнхи пек ҫӑмӑл пулчӗ; анчах ун чӗринче тепӗр туйӑм, намӑс пекрех туйӑм та йӑшӑлтатса илчӗ… Эсир пичетлесе кӑларасах тетӗр пулсан, лайӑхрах ҫырма пултаракана парӑр та, ун пек сайра пулса иртекен ӗҫ ҫинчен «Северная Пчела»-ра ҫамрӑксем валли (ку сӑмахсем хыҫҫӑн чиновник татах табак шӑршласа илчӗ) е вулама юратакансем валли (кунта вӑл сӑмсине шӑлчӗ) пичетлесе кӑларӗҫ. Княжнана каретӑна лартнӑ чухне эпӗ унӑн пӗчӗк аллине хамӑн тутасем патне тытса пӑчӑртарӑм. Таня Величко, шкулта ӑна пурте кӑмӑллатчӗҫ, ман пата пычӗ те вӑл хӑй каникул вӑхӑтӗнче пӗр вӗҫӗмрен мана хирӗҫ туха-туха калаҫни ҫинчен пӗлтерчӗ. Халӗ вӑл эпӗ Ромашова тӗрӗс янахланӑ тесе шутлать иккен. — Эпир ҫакна пуҫтарса хурсан, лайӑхрах пулмӗ-ши? — тесе сӗнет юн юхтарма юратакан Барахо, Фелим ҫине кӑтартса. — Тьфу, шуйттан! Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, туйӑм-сисӗмлӗ ҫын, анчах ҫынсемпе сиввӗнрех тата хӑйне кӑштах мӑнна хурса калаҫать. Кайӑксен тӗнчи кунта питӗ тӗрлӗ, ытарма та ҫук илемлӗ. Пӗр самантрах борт урлӑ каҫрӑм та шлюпка ҫине антӑм, ҫав секундӑрах шлюпка карапран уйрӑлса кайрӗ. Уйӑх ҫук та ҫук, ҫӑлтӑрсем ҫинчен эпӗ Петька суйса кӑтартнине часах тавҫӑрса илтӗм. Клавдия Михайловна, пуҫне усса, сассӑр макӑрса ларчӗ. Корчагин хӑйӗн ӗмӗрӗнче нихӑҫан та ҫыру килессе ҫакӑн пек асаплӑн кӗтмен. Анчах, кирлӗ пулсан, пулӑшма кирек хӑҫан та хатӗр. Мана шанса тӑма пултаратӑр. Пурте халиччен пулман тӗлӗнмелле япала пулнине сисрӗҫ. Алӑк хыҫне, урайне, ларт ӑна… Анчах эпӗ ларатӑп та пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшлатӑп: акӑ эпӗ урампа пыратӑп, сирӗн ҫуртӑра кӗретӗп, алӑка уҫатӑп, сирен пӳлӗмӗре кӗретӗп… — Пачах апла мар, — тесе ответлерӗ майор. Лэнарк графствинчи Блэнтайр ялӗнчи чейпе сутӑ тӑвакан вак сутуҫӑ ывӑлӗн паттӑрла пурнӑҫӗ мӗнле пулни пурне те паллӑ. Епле вӑл витӗр куракан, тетӗн пуль! Ҫыран хӗррине десант антарма тӗл килсе тухасса шута илсе, карап экипажӗ ҫумне ҫур батальон тинӗс ҫарӗн пехотине хушса панӑ. Унӑн тапак туртас килсе кайрӗ, тапак хутаҫҫине кӑларса та пӑхрӗ вӑл, анчах туртма ӗлкӗрес ҫуккине ҫийӗнчех ӑнланса илчӗ. Авалхи романсран. … Шхуна ҫине Исланди лоцманӗ пычӗ; вара виҫӗ сехет иртсен, «Валкирия» Рейкиявик патӗнче, Факс бухтинче якӑр ярса чарӑнчӗ. Вӑл, чунӗ ҫырлахнӑскер, йӑл-йӑл кулса халӑх ушкӑнӗнче уткаласа ҫӳрет, хӑйӗн шупка сарӑ мӑйӑхне якаткаласа: «Пӗри каҫӑрӑлса выртрӗ-ха, ну, тавтапуҫ турра! Йытта — йытӑ вилӗмӗ!» — тет. — Ҫук, апла пулмӗ, хура ҫӗлен юнӗ! Перӗнсе вилместӗп. Малтанхи вӑхӑтра, унӑн сӑн-сӑпачӗ аса килсе тухсассӑн, Фомана салхулӑх ҫавӑра-ҫавӑра илнӗ… — Эпӗ хама сирӗн умӑрта сиввӗнрех тыткаларӑм, пӗлетӗп, — калаҫа пуҫларӗ Зинаида, — анчах сирӗн ӑна пӑхма кирлӗ пулман… эпӗ урӑхла пулма пултараймарӑм… Пӑрахут хыҫҫӑн хыттӑн кӑшкӑрса хура ҫунатлӑ кайӑк ушкӑнӗ вӗҫет. Капла каласшӑн марччӗ вӑл, ыйтса пӗлесшӗнччӗ: мӗнле-ха капла эс, голова, мӗнле майпа лекрӗн ку миххе? тесшӗнччӗ, анчах хӑй те ӑнланса илеймерӗ, темшӗн-ҫке, пачах урӑх сӑмах персе ячӗ. Анна Сергеевна ун ҫине ыйтнӑ пек пӑхса илчӗ. Вӑл темиҫе «суртарбрандур» йывӑҫ татӑкӗсемпе сулла каллех ҫирӗплетсе хунӑ. — Мӗн шухӑшларӑн? — ыйтрӗ амӑшӗ, маччаналла пӑхса. — Ҫапла, — терӗ курпун; ҫак вӑхӑтра вӑл хӑй ӑшӗнче, ҫав хӑй ӳпкелешекен япаласемшӗн кӑмӑллӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Пурин те! Кӳрӗр кунта, эпӗ алӑ пусса хурам, тата мӗнле ӗҫ пур сирӗн?» Пӗр минута малтанрах ҫеҫ эпӗ сисрӗм: вӑл ман тӑрӑх шуса каятчӗ. Эпӗ Ивинӑна, унӑн упӑшкине тепре пуҫ тайрӑм, пуҫ тайни каллех ватӑ Ивиншӑн чӳречене уҫса хупни пек ҫеҫ пулчӗ. Бунтран хӑрамалли сӑлтавсем пулсан, пӗр капитан та тинӗсе тухма килӗшмест. «О, ку тӗрӗс пулсан, манран телейли пӗр курӑк-чечек те ҫук, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — анчах тӗрӗс-ши ку?» Тепӗр сехетрен урядник ман пата Пугачев чӗрмеклекелесе алӑ пуснӑ пропуска илсе пычӗ. Вӑл мана унӑн ячӗпе ун патне пыма чӗнчӗ. Хытхура ӳссе ларнӑ йӑран ҫинчен пӗр-пӗр мулкач-мӗн сиксе тухсан, вӑл ҫутӑлса выртакан уй-хир тӑрӑх чупса кайнине куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑрас пулсан, куҫ ывӑнмалла. Эпӗ сана пӗтӗмпех пӗтерсе хуратӑп, санран анфиладӑсем ҫеҫ тӑрса юлӗҫ, факт! Вырӑнӗсем те ӗнерхи пек мар. Пӗр каҫхине Окунев, хӑй тусӗн кровачӗ умӗнче урисене ылмаштарса тӑркаларӗ те, аллине Павел вулакан кӗнеке ҫине хучӗ. Эпӗ кунта пулман чухне эсӗ тата мӗн те пулин тунах пулӗ тетӗп, — терӗ. Кукаҫей сӗтел ҫумне ларчӗ:— Тултар… — терӗ хуллен. Анчах эпӗ ватӑ йытӑ мар, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр, улпутӑмӑрсем хушнисене итлетӗп, ҫӳҫӗмсем кӑвакаричченех яланах сирӗншӗн чунтан тӑрӑшса ӗҫлесе пурӑнтӑм. Ҫил улать, тӑманпа хупланнӑ ҫӗрлехи вӑхӑтсенче комсомолӑн иккӗмӗш сыпӑкӗнчи отрячӗ электричество хунарӗсем ҫуттипе гигантла корпус ҫивиттисене кантӑклать, тӗнчипе паллӑ комбината юрпа сивӗрен хӑтарать. Эпе 40 тенкӗ хаклӑрах патӑм та туянтӑм; ҫавӑншӑн вӑл ман ҫине калама ҫук сиввӗн пӑхса илчӗ. Кошевой пӗр аршӑн ҫӳлерех ӳссе тӑчӗ. Николай Петрович Базаров патне хӑйӗн пиччӗшӗнчен чылай ытларах ҫӳренӗ. Хӑй мӗнле кун каҫнине, тата кайрантан кайран ҫак палламан тротуар ҫине мӗнле килсе тухнине вӑл питӗ лайӑх астунӑ. Курайманлӑх Ҫапла, ку чӑн-чӑн курайманлӑхӑн туйӑмӗ, вӑл пачах романсенче ҫырса кӑтартакан курайманлӑх евӗрлӗ мар, унашкал курайманлӑха, этеме усал тунинче киленӳ тупаканскерне, эпӗ ӗненместӗп, ку курайманлӑх хӑвӑр хисеплеме тивӗҫлӗ ҫынран нимпе чармалла мар пистерет, унӑн ҫӳҫӗнчен, мӑйӗнчен, уттинчен, сассинчен, ӳт-пӳ пайӗсенчен, мӗнпур хусканӑвӗсенчен йӗрӗнмелле тӑвать, ҫакӑнпа пӗрлех темле ӑнланмалла мар вӑйпа ун патнелле туртӑнтарать, вӑл мӗн тунисене пурне те канӑҫсӑр тимлӗхпе сӑнама хистет. — Эпӗ те икӗ хут шутларӑм, аппа, — пурпӗрех тӑххӑр ҫеҫ тухать. Ҫапла вӗсем темиҫе минут хушши ҫакӑн пек хӑраса ларчӗҫ, хӑю кӑвак тӗтӗмӗ йӑсӑрлансах тӑчӗ, анчах мӗн тивмелли ҫаплах тивмерӗ. — Эй, эсир унта хӳшшине хупӑрласа илӗр! Рабочисемпе союзлӑ пулса, колхозниксем мӗнпур кулаксемпе тӑшмансене ҫапа-ҫапа сирпӗтрӗҫ. — Пӗр шӳтлемесӗр ыйтатӑп: мӗн ҫитмест? Шӑпах ҫак вӑхӑтра пӳлӗм тепӗр енчен:— Марат, эсӗ тӗрӗс мар калатӑн, — текен сасӑ илтӗнчӗ. Эсӗ акӑ хӗнесе тӑкнӑ пулӑттӑн, ҫапла-и, э? Андрей ҫавӑнтах карта ҫумӗнчен ыткӑнчӗ. Эпӗ пӗчӗк йӑмӑксене кӗпе-йӗм ҫуса параттӑм, ҫӗтӗк-ҫатӑксене саплаттӑм, апат-ҫимӗҫне пӗҫереттӗм, завода та чупаттӑм… Вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхса илсен, ҫав пӑнчӑсем — самолётсем пулнине тата вӗсем сывлӑшра пӗр-пӗрине хӑваланӑ пек ярӑнса ҫӳренине уйӑрса илсен, вӑл сасартӑк шухӑланса кайрӗ, унӑн куҫӗсем ялкӑшма тытӑнчӗҫ, курпунтарах сӑмсин ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ, вара ҫав кӑшт ҫеҫ курӑнакан пӑнчӑсем ҫинчен куҫӗсене илмесӗр, вӑл ывӑҫ тупанӗпе кабинӑран шаккарӗ: — Сывлӑш! — Унта лайӑхрахчӗ-и вара? Хӑйӗн юлашки сӑмахӗсене итлесе тӑчӗ, вӗсем хыттӑн тухманнине туйса илчӗ. Ку вӑл тума пултаракан пӗртен-пӗр май, вӑл ҫапла тӑвӗ те, ӑна пӗлетӗп эпӗ. Анчах ҫав паллӑсем пир лайӑхрах тухса пынӑҫемӗн вӑл темшӗн ытларах та ытларах шикленме тытӑннӑ. Палаткӑран инҫех мар, пӗр лапсӑркка чӑрӑш хӳттинче салтак-санитар вутӑ ҫурать. Унтан вӑл тӑлӑх арӑм Дуглас хӑйне час-часах хӗрхеннисене астуса илчӗ, ҫав ҫынсем ӑна вӗлерме пыраҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшларӗ. — Ӑхӑ! Ку, тӑванӑм, наукӑран та кая мар, анчах эпӗ вӑл ӗҫре профессор. Вӑл аттене ыталанӑ чухнех, пирӗнпе те сывпуллашнине эпӗ ҫав минутрах ӑнланса илтӗм. Берсенев хирӗҫ чӗнмерӗ, васкарах утма пуҫларӗ. Ку вӗт сӑнавлӑ экспедици ҫеҫ. Грант капитана индеецсен аллинчен вӑйпа туртса илес тесе кӗрешӗве каймастпӑр эпир. Халь ӑна эпӗ пӗлместӗм-ха. — Акӑ, пӑх! Ӗне! — Анчах вырӑнти халӑх хушшинче япаласем йӑтма ҫын тытма пултарнӑ пулмалла. Гарри Грант сӗтелӗ йывӑҫ айне куҫарма хушрӗ, вара пурте унӑн йӗри-тавра вырнаҫса ларчӗҫ. Пӑван ҫӗнӗрен персе ячӗ, вӑл каллех тӗл лектерчӗ. Ҫав организаци членӗ пулма сире кам хӗтӗртрӗ? Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Хресчен хӑйӗн сӗллине тин ҫеҫ ҫулса пӑрахнӑ, апла-тӑк, унӑн тӳлемелли майсем те пур; вӑл купецпа пӗрле хупаха каять те, унта хӑйӗн парӑмӗсене тӳлесе татать. Разметновпа сывпуллашса уйрӑлса, Давыдов ҫывӑхарахри сухаласа пӑрахнӑ пӗр ҫӗр лаптӑкӗ патнелле утрӗ. Ровоама хаджин кӑмӑлӗ ҫак кунсенче, тем, сӳрӗкленсе ҫитрӗ; мӑнастирӗн пысӑк тӑшманне, Соколов тухтӑра, ирӗке кӑларни ӑна ытла пӑшӑрхантарать. Класра хӗвелпе тусан шӑрши, сайра хутра кӑна уҫӑлтаракан пӳлӗмре пулакан пӑчӑ сывлӑш шӑрши кӗрет. Анчах хирӗҫ калас вырӑнне вӗсем ӑна ҫирӗм хут тытса чуптурӗҫ. Поселок енчен тӗрлӗ шӑв-шав, хӗрсем ҫуйӑхни, юрлани, мӑкӑртатса калаҫни, купӑс нӑйкӑлтатни илтӗнет. Паганель ӑна кӑнтӑрти Америкпе икӗ океанӑн карттине парса парне турӗ. Ӑна индеец аллине илсессӗнех питӗ сарса пӑхкалама пуҫларӗ. Стана ҫитме инҫе мар юлсан, вӑл ҫапах та хӑйрӗ-хӑйрех. Мана питех те аван условисем парса, виҫҫӗр аллӑ тонна водоизмещениллӗ «Адвенчюрер» ятлӑ карап ҫинче капитан пулса ӗҫлеме ыйтрӗҫ. Ҫак аван карап суту-илӳ тӑвакан пӗр купец аллинче тӑратчӗ. Эпӗ вара нимӗн турткаланса тӑмасӑрах хама сӗннипе килӗшрӗм. Тинӗсре ҫул ҫӳрес ӗҫ мана питех те килӗшет, ҫав хушӑрах хирурги ӗҫӗ ҫав териех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ, май килсен хирург пулса та ӗҫлеме пултаратӑп тесе, карап ҫинче тухтӑр пулса ӗҫлеме пурин ҫинчен те аван пӗлекен Роберт Пьюреф ятлӑ ҫамрӑка чӗнтӗм. Эпӗ нихӑҫан та ӑна ҫавӑн ҫинчен каламан. Ӑслӑ, аван ача! Король майри яланах ман чашӑк ҫине пысӑк ӗне аш татӑкӗ хӑй аллипех илсе хурса паратчӗ, эпӗ вара ӑна хамах касса ваклаттӑмччӗ. Вӑл эпӗ пӗчӗкҫеҫ татӑксем иле-иле ҫӑвара хыпнине пӑхса савӑнса ларатчӗ. Король майри хӑй вуникӗ акӑлчан фермерне пӗрре апатланма ҫитес пысӑк аш татӑкне тӳрех ҫӑварне персе чикетчӗ. — Ҫапла, питӗ тӗлӗнтерет, — терӗ ӑна Гленарван. Анна ун ҫине, пичӗ ҫинчи пӗр хусканӑва куҫран ямасӑр, сӑнаса пӑхать. Гвоздев пӗлтернӗ тӑрӑх — старик Мересьева салам калама хушнӑ, сывӑ пулсан, вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн вӗсене иккӗшне те хӑй патне колхоза, сунарта ҫӳреме чӗнме пулнӑ. Касса тӗрленӗ, ылтӑн мачча ҫинче, пӗлӗтсен хушшинче, пӗтӗм сӑн-питне сарса — капӑрлатнӑ кулӑллӑ хӗрарӑм вӗҫет, ун таврашӗнче — ҫунатлӑ пепкесем. — Ҫапла ҫав! Валькӑна хӳтӗлекен туни пирӗн чи пысӑк йӑнӑш пулчӗ, вӑл вӗт тӗнчере зоологине кӑна юратать. Пур-и сӑнӑн ҫакна тумалӑх вӑю тата кӑмӑлу? Енчен-еннелле пӑхкаласа, эпӗ хуллен малалла пыратӑп. Геркулес, сирӗн черет! Вӑкӑрӗсене урӑх ниҫталла хӑваласа каймалли те ҫук унӑн. Лушка ҫаплах-ха, аллисене саркаласа хурса, куҫӗсене ӗшенчӗклӗн хупӑнтарнӑ та, месерлех выртать. Ах, турӑҫӑм… Пӗтӗм экипаж канатсемпе сӑнчӑрсем илсе палуба ҫине чупса анчӗ те тепӗр минутран туппа ҫирӗплетсе лартрӗ. Ҫак манёвра пула поляксен Киеврӑн каялла чакмалли, пӗртен-пӗр ҫулӗ татӑлмалла пулнӑ. Айртон Гленарван еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ, вара тӳрех унӑн куҫӗсенчен пӑхрӗ. Тыткӑнри ҫын хӑш тӗлте пурӑнать? Урӑ чух ашшӗ кӑмӑлсӑр мӑкӑртатнӑ: — Акӑ мӗнле хӗрлӗ пуҫшӑн ӗҫленӗ эпӗ… «Мӗн хӑямачӗ! ӑҫта таратӑр эсир, сӗрем тивнӗ пек!» — терӗ Чуб, алӑкран кӗрсе. Сизов каллех пуҫне усрӗ те айӑпа кӗнӗ пек кулса илчӗ. Тӗттӗм пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ, Говэн кӗрсе кайсан алӑк каллех хупӑнчӗ. «Мӗнле шутлатӑр эсир, Том Сойер унта лекейрет-ши?» — тесе ҫеҫ ыйтрӑм. «Ҫук, ниепле те лекеймест!» — терӗ Уотсон мисс. Мӗн чухлӗ ыйтатӑн эсӗ, старик? Чӗлхесӗр мганнга вӗрни-сурни вӗсене аяккалла хуса ячӗ-и? Халӑх ирӗке тухсан, мӗнле тусан лайӑх пулассине вӑл хӑех курӗ. Говэн тӳрем сӑртлӑха хӑпарчӗ те канав леш енче ларакан ҫӳллӗ замок ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ. «Ытарма ҫук ҫав ҫap ҫыннисене!» татах сӑмахлать жид: «ҫав тери лайӑх халӑх! «Питӗ аван…» — шухӑшларӗ Воропаев, тӗлӗрме пуҫласа; ҫапах та хӑйне алла илчӗ, тӑрса ларчӗ те куҫӗсемпе председателе шырарӗ, анчах лешӗ текех курӑнмарӗ. Турӑ пурне те телей патӑр, пурте тулли кӑмӑллӑ пурӑнччӑр тата ыран уҫӑлса ҫӳреме ҫанталӑк лайӑх пултӑр тесе, тепӗр хут кӗлтӑватӑн та тепӗр аяк ҫине ҫаврӑнса выртатӑн, шухӑшсемпе ӗмӗтсем арпашӑнаҫҫӗ, хутӑшаҫҫӗ, вара куҫҫуль типсе ҫитичченех тӳлеккӗн ҫывӑрса каятӑн. Вӑл сывлайми пулса тӑчӗ, кӑвакарса кайрӗ, унӑн сӑн-питӗнче куҫӗсем кӑна палӑракан пулчӗҫ, вара вӑл аллине тӑсса кӑшкӑрчӗ: — Эпӗ — чӑннине калатӑп! Ҫак вӑхӑтра Хура Урасем ҫӗршывӑн ҫӗне хуҫисем вӑйлӑ та нимӗн шеллемен пулнине пӗлмен. Тарас Бульба хӑйне ҫапнӑ хыҫҫӑн тӑна кӗрсен Днестр ҫине пӑхрӗ те, козаксем кимӗсем ҫине ларнине, вӗсем ӗнтӗ ишме те тытӑннине курчӗ; ҫӳлтен вӗсем ҫине пульӑсем тӑкӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем патне ҫитеймеҫҫӗ. Эпӗ кукамай патне чупрӑм, вӑл эпӗ мӗн тунине ырларӗ, ман валли паспӑрт илме ремесленнӑй управӑна кайса пӑхмашкӑн кукаҫее ҫавӑрчӗ, хӑй манпа пӗрле пароход ҫине пычӗ. Пурте паллӑ! Экспедиципе каякан ҫынсен шавлӑ ушкӑнӗ куҫран ҫухалма ҫеҫ ӗлкӗрнӗ, Луиза старике курса янӑ: вӑл ватӑ кӗсри ҫине утланса килнӗ. Джон палуба ҫине хӑпарчӗ. — Шухӑшласа илетӗр-и, пачах ӑнсӑртран лекрӗм, — тавӑрчӗ лешӗ, унтан урапа енне ҫавӑрӑнчӗ те, аллине пилӗк хутчен сулса: — пирӗн хыҫран пыр, пирӗн хыҫран! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ещӗкре пирус пачкисем, печени коробкисем, кӗнекесем, йывӑҫран эрешлесе тунӑ портсигар, пӗчӗк пакетсемпе чӗркемсенче тата темле кучченеҫ-парне таврашӗ урлӑ-пирлӗ арпашӑнса выртаҫҫӗ. Эпӗ гусар ҫине ҫав тери тарӑхса пӑхрӑм — Зинаида алӑ ҫупса ячӗ, Лушин: «Маттур!» тесе кӑшкӑрчӗ. Лайӑх мужик ҫав вӑхӑтра ҫыранри ансӑр хӑйӑр лаптӑкӗ тӑрӑх, шыв юххине хирӗҫ утса пычӗ те, часах тӗмӗсем хушшинче ҫухалчӗ. Шӗвӗр сӑмсаллӑ чул пуҫсен, пӗчӗк тискер чӗр чунсен ӳкерчӗкӗсен, сӑрланӑ маскӑсен, ӗлкипе тата ӳкерчӗкӗпе этрусксен авалхи амфорисене ытла та тӗлӗнмелле аса илтерекен ҫыпӑҫтарнӑ вазӑсен хушшинче ӑна пилӗк таран калӑпланӑ пысӑк статуя кӑсӑклантарать. Мӗншӗн эс ӑна хытӑ асӑрхаттарман? — Мӑшкӑллать вӑл мана. Уншӑн пулсан эпӗ тутӑхнӑ такан пекех хаклӑ. Базаров ҫывӑрма час выртмарӗ, ҫӗр каҫах ӑна усал тӗлӗксем асаплантарчӗҫ. Доктор ыйтӑвне илтрӗ те, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ, ун еннелле ҫаврӑнса кӑшкӑрса ячӗ: — Нимӗн тусан та! — терӗ. Унтан усал сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ. Мачтӑсем ҫирӗп пулни, вӗсене тимӗрпе тыттарни, пӗтӗм хатӗрсем лайӑх пулни, ҫил ытларах вӑйлансан та, карапа ҫак парӑссемпех пыма май парать. Ак ҫак асамӑҫ килсе ҫитет те: «Салтак, э салтак, эпӗ сана ҫиетӗп!» — тет. Малтан пӳлӗме пысӑк ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пуҫ кӗчӗ, унтан, пӗшкӗнсе, вӑрӑм кӗлетке кӗрсе тӑчӗ. Ҫакӑн пек инҫетри ҫурҫӗрте шапасем те, ӑмансем те пулас ҫуккине пӗлнӗ хушӑрах, вӑл кашни лачакарах тӑпрана чавала-чавала шапасемпе ӑмансем шырать. — Унтанпа вара?.. Ҫиместӗп те-ха, ҫапах аса илтӗм акӑ! Унӑн ҫурчӗсем шоссерен кӑшт аяларах, пурте кӑнтӑр еннелле пӑхса лараҫҫӗ. Пӑван койка ҫине ларчӗ те ҫӑкӑр ҫиме пуҫларӗ. Эмилио Санинпа именсе сывпуллашрӗ; вӑл Санинран ютшӑннӑ пек пулчӗ: ҫав тери хытӑ тӗлӗнтерчӗ ӑна Санин. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа ҫӑлса хӑварса вӗлернӗ ҫын ҫинчен шухӑшларӑм. Гленарван, Айртонран илтнӗ хыпарсемпе усӑ курса, ҫӗнӗ шыравсен планне сӳтсе явма тытӑнма шутланӑччӗ, майор ҫавӑн чухне самантрах ҫапла ыйтса пӗлчӗ матросран. — «Британи» ҫинче боцманра ӗҫлерӗм тетӗр-и? Вӑл истори питӗ кӑткӑс, уйрӑмӑнах вӑл Катьӑпа мӑшӑрлӑ пулас тесе чӑнласах шухӑш тытнӑ чух (халӗ ӗнтӗ ҫав шухӑш пулма та пултараймасть темелле), питӗ кӑткӑс ҫав истори. Дик Сэнд палуба ҫинче хускалаймасӑр хытса тӑчӗ. Аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, вӑл Халл капитана, хӑйне хӳтӗлекене, хӑй ашшӗне юратнӑ пек юратакан ҫынна, ҫӑтса янӑ шыва тинкерчӗ. Эпӗ суд умне тӑмалла-и? — Палламан ҫын, сӑмсине пӗркелентерсе тата стрепкен ҫаврака та ҫуталса тӑракан пичӗ ҫине тем пӗлесшӗн пулнӑ пек пӑхса, йӑл кулса илчӗ. Анчах эпӗ ӑна сана кӳрентернӗшӗн каҫараймастӑп. Йывӑҫсен сулхӑнӗнче ҫӑра та ешӗл кавир сарӑлса выртать, ӑна кӑшт-кашт хӑйӑр сапса тӑп-тӑваткал читлӗхсене пайланӑ. Вӑл пурин ҫине те шиклӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать, сан-пичӗ пӗрре хӗрелет, тепре шуралать, вара вӑл хыттӑн та хӑюллӑн калаҫма, ытларах айванла сӑмахсем перкелешме тытӑнать. «Сурӑр эсир ку кӗнекене пичетлесе кӑларакана питӗнчен! суять вӑл, йытӑ пичӗ. Ну, хӑнах пӗлетӗн, вӗсен унта тӗрлӗрен расчётсем, хут пӗлекеннисем ытларах кирлӗ. Тальман, бронхитпа асапланаканскер, ӑшӑ тутӑрсене мантарса ан хӑварччӑр тесе, янӑрашрӗ пӗтӗм пӳлӗме; хаваслӑ тӗркешӳ хускалчӗ. — Сывпулӑр, Ракитина юлташ. Инструктор пӳрнине тепӗр шӑтӑка чикрӗ, шӑршласа пӑхрӗ, ура ҫине тӑчӗ. — Эпӗ сана лайӑх пӗлсе тӑратӑп, санӑн тантӑшусем ача пек пулнӑ чухне эсӗ ҫитӗннӗ арҫын пулса тӑратӑн. Ҫапах та мӑнаккӑшӗ хуйхӑрни ӑна чӗререн хытах пырса тиврӗ. Унӑн кравать айӗнчен сиксе тухса мӑнаккӑшне ҫавӑнтах савӑнтарса ярасси килчӗ: театрти пек эффектсем тӑвасси яланах унӑн кӑмӑлне кайнӑ. Ҫапах та вӑл хӑйне илӗртнине парӑнмарӗ, малалла мӗн калаҫнисене итлесе шӑпах выртрӗ. — Суккӑр-им? Андрейӑн хӗвелпе пиҫсе, хуралса ларнӑ питҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. Унӑн пуҫ тӳпинчи ҫӳҫ ярапийӗ, мӑнаҫлӑн чӑсӑлса выртаканскер, ҫур аршӑна яхӑн йышӑнать. Хаклӑ йышши сукноран ҫӗленӗ йӑмӑх хӗрлӗ шӑлаварне нимӗн вырӑнне те хуманнине кӑтартас тесе, запорожец ӑна тикӗтпе вараласа тӑкнӑ. — Мӗне кура ун пек ҫӳретӗн-ха эс? — кулса ыйтрӗ Давыдов. Эпӗ ӑна кӗске сӑмахпа, мӗн пулни ҫинчен, пӗтӗмпех каласа кӑтартрӑм. Вӑл мана пӗр чӗнмесӗр итлерӗ. Ун пек шут тытни лайӑх! Озеров хайхи пӗчӗк вӑрмана, хӑй унта тыткӑна лекнӗ нимӗҫе мӗнле тӗпченине, тӗксӗм хупӑллӑ пӗчӗк ҫӑка айӗнче ҫисе пӗтереймен лапша котелокӗ ларнине тата Андрей хӑйӗн аллисене епле чӗтретсе тӑнине аса илчӗ те ура ҫине тӑрса, пит витӗмлӗн каларӗ: — Ҫапла, вӑт ҫапла кирлӗччӗ! Кӗркунне ҫитсен те ҫав ӗне чупса юлнипе юлманнине, хӑйне сӑнанӑ тӑрӑх, чылайччен асӑрхаса илме май килменччӗ. — Малалла калӑр, сэр, — тет защитник. — Унчченхи пекех, вӑл кӑнтӑрти ҫӗршывсем тенине пӗлтерет. — Юрӗ. — Тухнӑранпа та пӗр хӗлхем ҫӑвара илмен, — салхуллӑн пӗлтерчӗҫ Клисурӑ ҫыннисем. Пьесисем пит аванччӗ вӗт, ӗлӗк вӗсене пит килӗштеретчӗҫ, анчах хальхи господасем пирӗн музыкӑна юратмаҫҫӗ. Темле вӑрттӑн йӑпанчӑк кӳрекен йывӑр хуйхӑллӑ туйӑм унӑн чӗрине хӗстерсе лартрӗ. Монтанелли ура ҫине тӑчӗ. Анчах ӗҫе юратакан йӗрӗ ҫынсем, пурӑнӑҫшӑн тӑрӑшакан ӑс-пуҫлӑ ҫынсен маларах ӗлкӗреҫҫӗ. Пӑлхарсен иккӗшӗнчен пӗрне суйламалла! Тараймӑн, тӑванӑм. — Эсӗ-и? Чарӑн-ха! Каялла кӗрсен, Егорӑн хӑрӑлтатакан сасси илтӗнчӗ: — Аслӑ аттесем патне каятӑп, тусӑмҫӑм. Халӗ эпир пурлӑхна ҫырса тухатпӑр. Ҫитменнине тата эпӗ ҫак вӑрҫа хирӗҫ. — Тавтапуҫ, йӑпатрӑр старике. Пирӗн умра ҫурри курӑкпа витӗннӗ ҫул авкаланать, тата ун урлӑ унта та кунта шавлӑ ҫырма шывӗ каҫса каять. Зинаида, урисемпе тӑпӑртатса, ҫинҫе сассипе тата та янӑравлӑрах юрларӗ: — Пашка хӑй Палашкине,Сӗнет чӑпта кӗпине. Ҫапла ҫав, хаклӑ юлташӑмсем, е Флинт чӗрӗ пулсан, пире ку вырӑнта ҫӳреме май тивместчӗ. Ха! — Патӑм, тӑванӑм, патӑм. Ҫавӑн чухне юр нумай вӑхӑт хушши тӑнӑ, сивӗсем ҫав тери хӑрушӑ тӑнипе чӗрчунсемпе кайӑксем ҫӗршерӗн вилсе пӗтнӗ. «Каларӑм-ҫке сире, — терӗ вӑл, — паян ҫанталӑк пӑсӑлать тесе; васкамалла пирӗн, унсӑрӑн вӑл пире Крестовайра хуса та ҫитӗ». Нумайӑшӗ ӗнтӗ вӑл айӑплӑ мар тесе ӗненнӗ. Вӑл, аялти кӗпи вӗҫҫӗнех, кровать ҫинчен сиксе анчӗ те упӑшкин пӑтара ҫакӑнса тӑракан кӗске кӗрӗкӗн кӗсйине пырса ухтарчӗ, унтан ура хырӑмӗсене пӑвӑнтаракан чӑмӑркка резинкӑсем мар, хулари хӗрарӑмсем ҫыхса ҫӳрекен кӑвакпа тыттарса ҫӗленӗ резинкӑсем туртса кӑларчӗ. Ӑна хӑйӗн арӑмӗ, ывӑлӗ, йытти, ӗҫке ернӗ ватӑ вӑрӑ Данило Весовщиков — фабрикӑран хӑваласа янӑскер, тата слободари темиҫе ыйткалакан пуҫтарӑнса пытарнӑ. Пӑхнӑҫемӗн вӑл ун сӑн-пичӗ паллакан ҫын сӑн-пичӗ пулнине ытларах туя пуҫларӗ. Ну, мӗн, чӑнах та ӑнланас пек, хӑлхусене саркаласа пӑрахрӑн-ха? Шӑпах. Хӑрӑлтатакан пулчӗ вӑл, сасси те ҫӗтрӗ. Вӑл ӑнланчӗ: партизансем хӑйсен ӗҫне тунӑ, та, трофейӑсене пухса, кунтан тахҫанах кайнӑ, — мӗн тумалла-ха тата вӗсен ҫак сӗм вӑрман чӑтлӑхӗнче? Ҫапах та вӑл хӑй патне тӗмӗсем хыҫӗнчен кӗҫ-вӗҫ сухаллӑ ҫынсем тухасса шанса кӑшкӑрчӗ; вӗсем ҫинчен Алексей нумай илтнӗ, килсе тухӗҫ те вӗсем, ӑна та хӑйсемпе пӗрле илсе кайӗҫ; вара пӗр кун е пӗр сехет те пулин ирӗклӗн, ним ҫинчен те шутламасӑр, ырӑ ҫынсен ирӗкне парӑнса, ниҫта та васкамасӑр, никамран та сыхланмасӑр канма пулӗччӗ. Хуйха ертесчӗ ӑна, вӑт вӑл юрласа ярӗччӗ вара, э! Анчах вӑл мана ҫур ҫул хушши канмалла турӑ. 1942 ҫулхине вӑрҫӑра пулмалли командира ҫакӑн пек кантарни мӗне пӗлтернине эпӗ пӗлеттӗм ӗнте. Госпитале таврӑнсан, сӑнӑм килӗшмеллех курӑнмастчӗ пулас манӑн, мӗншӗн тесен ман кӳршӗри аманнӑ салтак, урасӑр пулин те, тулли те хӗрлӗскер, хӑй вулакан кӗнекерен пӑрӑнса, ман ҫине пӑхрӗ те нимӗн те ыйтмарӗ. Унтан, чӑтаймасӑр ыйтрӗ-ыйтрех: — Мӗн терӗҫ? Эпӗ вара темшӗн мана инвалид туса хучӗҫ, терӗм, заключенире ҫав сӑмах ҫукчӗ пулин те. Апат та илсе килчӗҫ, ҫиес теменрен ӑна аран ҫисе ятӑм, пуҫӑма минтер айне хурса тем пек выртас килетчӗ пулин те, эпӗ тухса кайрӑм. Тӗрӗс, заключенире ҫав инвалид тенӗ сӑмах ҫукчӗ, ӑна ӗнтӗ кашни хутчен, кӳлӗри таса мар юшкӑнлӑ шыва чӑмса пӑхнӑ пек, ҫине-ҫине каламасан та юратчӗ! Тен вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑрӑшмаллаччӗ — шӑмӑ ҫеҫ тӑрса юлнӑ эсрелӗ карчӑка, ман аяк пӗрчи ҫинче темле пытару маршӗ каласа тухнӑскере, е ҫав хулӑнламаса, вӑл вӗт эпӗ урӑх вӗҫеймӗп тесе каларӗ? Тен манӑн хама гарнизон комиссине яма ыйтмаллаччӗ пулӗ? Эпӗ ӗмӗрне те ун пек каланине илтмен! Акӑ эпӗ сана ҫирӗм пилӗк километра командировкӑна яратӑп, анчах машинӑсем манӑн ҫук, телефон та ҫук, почта та эрнере икӗ хутчен ҫеҫ, тата ҫуран ҫӳрет. — Эсӗ кӑваккисем майлӑ-и? Ӑҫтискер вӑл, мӗн тума килсе ҫӳренӗ, ӑна вара никам та пӗлмен. Халӑх унӑн кӑкрин сарлакӑшне сӑнамасӑрах юлнӑ. Таврӑнсан Ривӑна кӗпелӗх илсе пама пулнӑ. Куҫӗсем унӑн хаяррӑн ҫиҫме, тутисем чӗтреме пуҫларӗҫ: унта, леш ҫыранра, хӗвел хӗртсе пӑхакан ҫӗрте, ҫӑмха пек чӑмӑртаннӑ пысӑк мар хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен выртать. Хӑйне ухмахла е ирсӗр япалапа тарӑхтарсан, вӑл кӑвак куҫӗсене мӑшкӑллӑнрах хӗсетчӗ те, кӗске, сивӗ сӑмахсемпе яланах мӗнле те пулин питӗ тӳрӗ, хӗрхенӳсӗр каласа хуратчӗ. Канма пӗр катара тем пысӑкӑш йывӑҫ анис вырнаҫрӗҫ. Юриех ӳкерме те пултарать. Аркадий ашшӗ ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ. — Апла пулсан, вӑл… вӑл туйӑм улшӑнма пултараймасть-и вара? Вӑл, пуҫӗнчен пӗр пайӑрка ҫӳҫ пӗрчи туртса кӑларчӗ те, ҫапла каларӗ: «Эй, гетманпа полковниксем! ун пек хӗрарӑмла ан хӑтланӑр! ан ӗненӗр ляхсене: сутаҫҫӗ, йытӑсем!» Шантарсах калатӑп сире, вӑл пӗчӗкҫӗ ӗҫ эсир тарӑхса ирттернӗ каҫсен тӗшне тӑмасть. Манӑн Ситановпа Капендюхин пӗр-пӗринпе епле пурӑннинчен пит тӗлӗнес килетчӗ, — ӗҫсессӗн казак яланах юлташӗпе ҫапӑҫма хӑтланатчӗ. — Бухта урлӑ, тинӗспе; ҫапла часрах ҫитӗпӗр, — терӗ пичче. Старик чӑпӑрккине хучӗ, пуҫне кӳренӳллӗн сулкаласа илчӗ. Хӑюллӑнах чӑмӑр пурӑнӑҫ ӑшне, вӑл сире улталамӗ. Ҫав чаплӑ кайӑкӑн хӳри Орфейӑн ырӑ саслӑ инструменчӗ пекех. — Яланах тата эпӗ дежурнӑй пулнӑ чухне!» Атте — партизан. Эпӗ, ачам, патша чухне те забастовка вӑхӑтӗнче никама турттарман. Вӑл, майри умӗнче тутисене юнтармӑшлӑн тӑсса, ури хырӑмӗсене чӗтретсе тӑнӑ. — Сана Тӳпе ывӑлӗ аптӑратать-и? Ҫавна тусассӑн, пурте фургонсен айне, хӳтлӗхе кӗрсе ларччӑр. — Анчах вут хумасӑр тӗтӗмӗ тухмасть, ку сӑмах Америкӑра та, Европӑри пекех, тӗрӗс. Ҫавнашкал тӗлӗксем курнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи ирхи апатченех типӗ тутисене ҫуласа ҫӳренӗ, пурлӑ-ҫуклӑ апатне ҫинӗ чухне вара ассӑн сывла-сывла илнӗ, катӑк кашӑкӗпе чашӑкра юлхавлӑн пӑлхатса, ҫӗр улми таткисене тытнӑ. Эсӗ шӳт тӑватӑн, Кассий! Тӳперен аннисен хӗрарӑмсем ҫук,— Тумана ҫӗнсе илнисен тепӗр ӑру хӑвармасӑр пӗтме тивет. Ҫураҫни те мар-ха: кашнин ӑшӗнчех — ӗлӗкхи хаярлӑх; ун ҫумне тата ҫак хирӗҫӳпе пӗр-пӗрин чӗрине ыраттарнишӗн тарӑхни хушӑнать. Хирӗҫӗвӗн сӑлтавне пӗтӗмпех вара кашнийӗ пӗр-пӗрин ҫине йӑвантарать. Анчах ҫакӑн пек хӑтланма мӗнле те пулсан пӑрахмалла-ҫке-ха. Сасартӑк тултан, аялтан, вӑрман енчен, сӑрнай хыттӑн кӑшкӑртни илтӗнсе кайрӗ. Ку, тусӑм, санӑн суя сӑмаху ҫеҫ, урӑх ним те мар вӑл. — Ну, юрӗ эппин, миссионере, еретиксемпе тавлашма. Эпӗ ун еннелле тинкерсех пӑхатӑп. — Ан кӑшкӑр-ха… Манӑн! Манӑн куҫҫулӗ тупасчӗ! Вӑл укҫине ыйтатчӗ, эпӗ лавкана илме пырсассӑн, кивҫене кӗнӗшӗн манран хуҫа укҫине тытса юлӑп тесе хӑрататчӗ. Король йышӑннӑ чухне ҫав тусана сурса пӑрахнине е тутана шӑлса илнине пысӑк айӑп вырӑннех шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа ҫӑвара тулнӑ тусана ҫӑтса ямалла пулать. Ҫапла, эпӗ ватӑ, — хушса хучӗ вӑл тумтир вӗҫӗсене хӑйӗн ҫара аллисем ҫине туртса илсе. Мӗнле вара, ӑна ӳчӗ ҫумӗнчен йӑлтах касса уйӑрнӑччӗ-и? Ун умӗнче калаҫасси маншӑн пысӑк савӑнӑҫ, унӑн юррине итлесси те, манпа пӗрле пӗр пӳлӗмре вӑл пуррине пӗлесси те мана хӗпӗртеттерет; Варенька ҫине каярахпа хам мӗнле пӑхасси пирки, тусӑм йӑмӑкӑма юратас-тӑк, эпӗ ӑна ырӑ тӑвасшӑн хам савакан хӗре юратма пӑрахасси пирки ман пуҫа шухӑшсем сайра хутра кӑна пырса кӗреҫҫӗ ӗнтӗ. — Эсӗ, Корчагин, ху мӗн вуланине пире те каласа пар. — Каснӑ-лартнӑ. Минтер ҫинче ҫаврака та питӗ пысӑк, яп-яка хырнӑ пуҫ вӑйсӑррӑн сулкаланать. — Мӗнле ӗҫе епле тӑвассине малтанах каласа хума май ҫук! — кӗтмен ҫӗртенех Дубцов майлӑ пулчӗ Яков Лукич. — Каҫару ыйтма килчӗ. Пурга лӑпланнӑччӗ, пӗтем хула тӑрӑх тем тӑршшӗ чӑнкӑ кӗртсем хыва-хыва кайнӑччӗ. Пит те кӑмӑла каймастчӗ. Тата халь тӗттӗмре арӑслан хартлатса уларӗ! Тепле Хӗрлӗ Тӑрна ачасен вигвамӗ тӗлӗнче лайӑх тӑм сийӗ тупнӑ та ҫав самантрах ачасене чӗннӗ. — Килӗр-ха кунта, — кӑшкӑрнӑ вӑл. Ҫапла вара, ачам, этемӗн виҫӗ ӑс пулсан, ку ӗнтӗ питӗ лайӑх япала шутланать. — Пуҫламӗш шкулта виҫӗ ҫул. — Ҫавӑнта-и? — тухӑҫалла кӑтартать вӑл. Эсир килте пулатӑр-и? — Кам хӗнерӗ? — хуллен ыйтрӗ Артём. Унтан, каллех вӑрҫса, вӑл хӑйӑр тӑрӑх лӑкӑштатса кайрӗ. Тарӑннӑн сывласа илсе, йӑл кулса:— Анчах та эпӗ — хӑрушӑ пулӗ тесе шутланӑччӗ… — терӗ амӑшӗ. Юпитер, Сатурн, Уран, Нептун, Плутон — кусем тулашри планетӑсем. — Мӗнле-ха апла, каялла кайма тӳр килсе тухмасть-и-ха сире? — ыйтрӗ поручик. Хижняк, ним ӑнланман пек, кӳреннӗ пек пулса, хӑйӗн ҫав тери сарлака хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ, сак ҫине ларса, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, Бойко, куллине чарайманнипе студень пек чӗтресе, юлашкинчен ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑт ку — тимлӗх! Мула шырама эпир, Джим нимӗн курмасӑрах пуҫӑнатпӑр, ҫапах та ку манӑн кӑмӑла каймасть. Анчах эпир пӗр пӗринчен ҫирӗппӗн тытса тӑрӑпӑр, кирек мӗн пулсан та, хамӑрӑн майсене ҫӑлса хӑваратпӑрах, — терӗ. Ривэра ҫухалнӑ. Эпӗ сана шӳт туса ҫеҫ каларӑм… Тырӑ хатӗрлевӗ ытлашши тырра ҫисе ячӗ… Цимбал — вӑл питӗ выҫӑ куҫлӑ! Вӑхӑт нумая кайнӑ. Епле маттур ҫын ҫак пирӗн сунарҫӑ. Пӗр ултӑ дюйм хулӑнӑш бомба пек шупка-кӑвакрах ҫап-ҫутӑ шар ерипен пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна пӳске пек кускаласа ҫӳрет, апат-ҫимӗҫ хунӑ михӗсем ҫине сиксе улӑхрӗ, ерипен шуса анчӗ, сиккелесе пычӗ те тар тултарса хунӑ ешчӗке пырса сӗртӗнчӗ. — Мана та ҫакланчӗ — тӑват талӑклӑха… Ҫутӑпа, музыкӑпа та ташӑ пуҫланасса кӗтсе хавхаланнӑскерсен, хайхин капорӗсене, боасемпе кӗрӗкӗсене хаваслӑ хыпкалану-тӗркӗшӳпе хывнӑ чухне мӗнлерех вӑрттӑнлӑхлӑн та чеченнӗн туйӑнатчӗҫ вӗсем ӑна. — Парижпа Гейдельберга. — Сухаласса хӑҫан та пулин сухаласа курнӑ-и эсир? Ҫӑмах яшки ҫинӗ чухнехи пек, пӗшкӗнес килмӗ-ха ун, апла тума майӗ те ҫук: хуран куклине малтан хӑйма ҫине чиксе кӑлармалла». Эй! Ваккӑн кӳренмеллисем нумай пулнӑ, вӗсен шучӗ ӳссех пынӑ тата тӑтӑшах ҫивӗчленнӗ. Эпӗ хай ҫав унтер йышӗнчен тухнӑ кантурҫӑпа уретнике пӑхатӑп та, вӗсем хӑйсен хӗп-хӗрлӗ пысӑк аллисене мушиксен тутисем ҫумне еплерех мӑнаҫлӑхпа тӗксе панинчен тӗлӗнсе кӑна тӑратӑп… Ҫитменнине тата, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, дуэльре шпагӑпа ҫапӑҫаҫҫӗ, полицейски селедкипе мар, эсир ак ӑна ытла та ҫепӗҫ те ачаш ҫупӑрларӑр. — Пӳлӗме тирпейлесе ҫитернӗ-и Мартини? — Ҫук, ку эпӗ, Александра Петровна! — суя сасӑпа алӑкалла кӑшкӑрчӗ Ромашов. Браво, Александра Савельевна, — кӑшкӑрнӑ Ухтищев. Ыттисем пурте алӑ ҫупнӑ. — Мӗн тӑвас пулать-ха манӑн халь, ӑҫта шырамалла ӑна, шуйттана? Гварди офицерӗ мана, тӗп элекҫӗпе хире-хирӗҫ тӑратса, ыйтса пӗлме пулчӗ. Питне пӗркеленчӗксем сӑрса илмен пулсан, хитре сӑн-питлӗ ҫынах пулнӑ пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ун питне темӗнле, ват ҫынӑнни пек мар, шултра та ҫемҫе, пите-куҫа пысӑклатса тӑракан, тӗсрен яракан пӗркеленчӗксем сӑрса илнӗ. Вӑл тӗплӗн каласа парасшӑн пулмарӗ, ҫавӑнпа кӑмӑлсӑррӑн тепӗр хут:— Тӗрлӗ наукӑсене тетӗп-ҫке, — тесе хучӗ. Тепӗр тесен тата Аврам пӑлхар ҫынни-ха: вӑл килӗшессе пултарӗ, сутасса пур пӗрех сутмасть. Ежов, аллаппи ҫинчи чӗркӗмӗл пек ҫаврӑнкалаканскер, шкул картишӗнчен тухса ҫухалнӑ. Акӑ вӑл меллӗ самант ҫитессе кӗтсе, ганшпугпа вӗрен тытса борт ҫумӗпе шӑвать. Шуйттан вара пӗр самантрах ырханланса пӗчӗкленчӗ те, ним мар ун кӗсйине кӗрсе ларчӗ. Вак-ула ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймерӗ пӗр пысӑк пӳрт умне ҫитсе те тӑчӗ. Камерон лейтенант, шӗвӗр тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑвисене курсан, термитсен ӑсталӑхӗ ӗлӗк пирамидӑсем тунӑ Египет ҫыннисен ӑсталӑхӗнчен те ытларах тӗлӗнтерет тенӗ. Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехетре камбузран сайра тухакан Негоро палуба ҫине тухрӗ. Вӗсем сӗм тӗттӗмлӗх витӗр шкула ҫитрӗҫ. Эсӗ мучуна ҫеҫ итле, эпӗ сана начара вӗрентес ҫук: эс ӑна тупа тума хуш, вара шанчӑклӑ пулать; унпа пӗрле каяс пулсан, пистолетна пӗрмай хатӗр тыт. Анчах пӗр сӑмах сӗрсе хурсан вара, чӑтса кӑна тӑр: кирек мӗнле бритвӑран та ҫивӗчрех илтерет. Ҫынсем ӗҫе тытӑнчӗҫ. Ӗнерхи пек хӑракалани пӗринче те сисӗнмерӗ вара. Икӗ класс вӗренетӗп те — тӳрех гимназине… — Сывӑ-и, пӗрремӗш рота! — тӳрккесле хаваслӑхпа харсӑррӑн та паттӑррӑн янӑракан музыка кӗвви витӗр илтӗнчӗ генералӑн чӑмӑр, лӑпкӑ сасси. — М… пӗлместӗп, — тесе хунӑ Фома аптраса. Тем тесен те кӗске пӑшалпа пулмалла. Анчах та мана пурӑнма мӗнле йывӑр иккенне ӑнланмасть… — хурлӑхлӑн каланӑ Любовь. Ку таранччен йывӑр вӑхӑтсем пӗрин ҫине тепӗри купаланса пычӗҫ, малашне вӗсем пирӗн ура айӗнче ӳснӗҫемӗн ӳссех пымалла. Катя ҫакӑнта нихҫан таврӑнас ҫуккине тӗшмӗртет ӗнтӗ вӑл. — О, апла пулсан, сана разведкӑна яма пулать. Саланма пуҫларӗҫ. Давыдовпа Нагульнов ял Совет тӗлне ҫитме те ӗлкӗрейменччӗ, ял Совет картишӗнчен вӗсене хирӗҫ сӑран тужуркине йӳле янӑ, юнгштурмла костюм тӑхӑннӑ пӗр лутра йӗкӗт васкавлӑн утса тухрӗ. Ҫын сассине илтсен, вӑл лашана лайӑххӑн туйӑнса каймӗ-ши? Чӗр куҫҫисем силленеҫҫӗ, аллисем чӗтренеҫҫӗ, чӗрисем халь-халь тапма чарӑнасла. — Санӑн ҫакна аса илмеллеччӗ хуть ҫав вӑтанчӑк учительница — сирӗн хуторта пӗртен-пӗр комсомол членӗ! Вӑл эрех ӗҫнипе шуралса каять, унӑн тӑнлавӗсем ҫине ахах пӗрчисем пек тар тухса ларнӑ, ӑслӑ куҫӗсем пӑшӑрханнӑ пек ҫунса тӑсаҫҫӗ. Унта йӗплӗ хурлӑхан тата тискере тухнӑ иҫӗм ҫырли тӗмӗсем сырса илнӗ ишӗлчӗксем, сад пахчи юлашкисем, груша, лыча тата раина йывӑҫҫисем кӑна курӑнкалаҫҫӗ. — Итле-ха, — тесе пуҫларӗ Каи-Куми: — Тогонга, Нуи-Атуан аслӑ жрецӗ, сирӗн тӑвансен аллине тыткӑна ҫакланнӑ. Лайӑх часовойсем тата нумайрах провизи парсан, вӗсем пӗр полк тапӑннине те чӑтма пултарӗҫ. — Ачасем ҫине пӑхатӑп та савӑнатӑп, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр, хӑй хыҫҫӑн чупса пыракан арҫын ачасемпе хӗрачасене чылай кая хӑварнӑ Синопа ҫине аллипе тӗллесе. Ку аван. — Мӗн ятлӑччӗ вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ Максим Максимычран. Юлашкинчен вӑл ҫапах та, лӑпланса, кулленхи ӗҫне тума тытӑнчӗ. Алексей мӗн чухлӗ тинкерсе тӑнласан та, ни ҫапӑҫу шавне, ни тупӑ-пӑшал сассине те урӑх илтеймерӗ. Хам литературӑпа ӗҫлеме пуҫлани ҫинчен эпӗ маларах асӑнсаттӑм. Пӗлетӗр-и эсир: Рио-Гранде тӑрӑхӗнче сирӗн пӗр лашашӑн виҫҫӗ е ултӑ мустанг та параҫҫӗ вӗт! — Ӑна ҫынна парас пулсан — хӑвӑн чунна панӑ пекех пулать. Хулне савӑккӑн сиктеркелесе, атте Володя ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ, ман пата пычӗ, хӑйӗн пысӑк аллипе ман ҫурӑмран ҫатлаттарса, пуҫне ман уммалла усрӗ те питне ман тута ҫумне лектерчӗ. Вӗсем Грант капитанпа унӑн тусӗсене асаплӑ тыткӑнран хӑтарасси мӗнле пулассине Гленарван хӑй шухӑшӗпе шайлаштарса курать. Виҫҫӗр пӑт тырӑ, ачсемӗр! Атьӑр-ха, эпӗ юрлаканни пулам, эсир аккордеонпа калаканни пулӑр. Ҫакӑн пысӑкӑш тислӗк купине пӗр сенӗкпе тирсе ҫӗклеймӗн… Ашшӗ ӑна, чӗркуҫҫисемпе хӗстерсе лартса, сарлака ҫамкинчен ывӑҫ тупанӗпе хуллен пусрӗ, анчах, ывӑлӗ пуҫне ҫӗклесшӗн пулманнине туйса, кӳренчӗ. Ҫак вырӑнсенче, эсир хӑвӑр та пӗлетӗр пулӗ-ха, вырӑс халӑхӗн йӑхӗсем тахҫантанпах пурӑнаҫҫӗ. Ҫав тери аван! — тет. — Кун ҫинчен эпир, сӑмахран, сансӑрах пӗлетпӗр, анчах кам вӗлернӗ вӑт — ҫакна никам та тӗплӗ пӗлмест. Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ — хӗп-хӗрлӗ хӗртнӗ кирпӗчпе пӗрех, вӑл хура мӑйӑхне чӑмлакалать, тарӑхтарса ҫитернӗ пек унӑн-кунӑн пӑхкалать, аллине тепӗр пиншак патнелле тӑсать. Лавҫӑ лашасене тӑварса кӳлчӗ те, ларчӑк ҫине ларса: сылтӑмалла-и, сулахаялла-и? — тесе ыйтрӗ. Кунта Тосун-бей ушкӑнӗ тӗрӗксен таврари ялсенчен пуҫтарӑннӑ тепӗр ушкӑнпа тӗл пулса пӗрлешрӗ. — Пӗлмен эпӗ. Вӗренсем пек ҫыхланса пӗтнӗ лианӑсем, вӗсен кукӑр дамаск хӗҫҫисем пек ӳснӗ йӗплӗ хунавӗсем ҫав тери кансӗрлерӗҫ. Ҫакӑн пек ҫӗлен-ӳсентӑрансем аллӑ-утмӑл фут тӑршшӗ тӑсӑлаҫҫӗ. Вӗсем ҫине пуссан, ҫаврӑнса ӳксе йӗпписемпе урана тӑрӑнаҫҫӗ. Халь ӗнтӗ ӑнланатӑн-и? Паганелӗн планне ырларӗҫ, Гленарван ҫавӑнтах мӗнпур кирлӗ хатӗрсене чи кӗске вӑхӑтра туса ҫитерме хушса ыран мар тепӗр кунне, декабрӗн 22-мӗшӗнче, ҫул ҫине тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ ҫынна вӑл час-часах е граф, е Тимофеич, е тете (дядюшка) тесе чӗнет. Ҫав йывӑр минутсем чӗрем тавра чулпа пиеленнӗ вӑхӑт пулнӑ та, вара эпӗ хӑҫан ҫав асаплӑ вӑхӑт иртсе, хӑпса кайӗ-ши тесе, салхуллӑн кӗтсе тӑраттӑм! — Чӑнах та, пӗтӗм ҫӗршывран… — терӗ те вӑл, мамӑк пек ҫемҫе кӑвак шарфа ачашшӑн шӑлкаласа илчӗ. — Сан ун пек тума юрамасть. Спиннинг вӑл — хутланчӑклӑ вӑрӑм вӑлта, пӗчӗк кустӑрми: ҫине вӑрӑм кантрине чӑрканӑ, пулӑ тытнӑ чух ӑна ҫыран хӗрринчен хӗрӗх метра катана ывӑтса яма пулать. Ҫав япалана эпӗ Энскра чухнех курнӑччӗ-ха. Энскра пӗр пристав спиннингпа пулӑ тытатчӗ. Укҫасене пӗрле хушрӑмӑр та вунӑ-вунпилӗк пуслисене вара аллӑ пуслӑх пӗр кӗмӗлпе улӑштартӑмӑр. Вӑрман пуянӗ таса ӗҫпе мар пуйнине, тата хӑйӗн килӗнче вӑрман ҫӗрӗнчи пӗр тӗттӗм ялта, аван мар пурӑннине Фома ҫынсенчен нумай илтнӗ, ҫапах, ҫак хитре кӗлеткеллӗ; уҫӑ сӑн-питлӗ, тап-таса куҫлӑ пысӑк старике курсан, унӑн ӑна ирӗксӗрех хисеплес килсе кайнӑ. Фома ашшӗ каланӑ тӑрӑх, Щуров ҫамрӑк чух чухӑн пурӑннӑ. Тепле-масарла, унӑн патне пӗр таркӑн-каторжник пырса ернӗ, имӗш; Щуров ӑна хӑйӗн пахчинчи мунчара пытарса усранӑ. — Ытла кая юлса шут тытнӑ эсӗ, — ӳпкелесе каларӗ Давыдов. Анчах вӑл темӗн пекех ӑслӑ пулсан та, унӑн та питӗ нумай тӗшмӗшлӗхсемпе хӑйне уйрӑмлӑхсем пур. Эпӗ часах ҫакӑнти мӗлкесемпе чунсенчен тӑракан обществӑпа хӑнӑхса ҫитрӗм те виҫҫӗмӗш кунӗнчех вӗсенчен хӑрами пултӑм. Итле аҫуна, ан ман унӑн сӑмахӗсене… Ҫутӑ сӳнтерсемӗр. Анчах мӗн тума пултаратӑп эпӗ? — Арестовать! — кӑшкӑрчӗ полицейски, анчах унӑн сассине ытти ҫынсем кӑшкӑрни хупласа хучӗ: — Тӗп пултӑр самодержави! Вара Павел, ун умӗнче чарӑнса тӑрса, ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ: — Ватлӑхпа ҫамрӑклӑх ҫинчен калаҫмӑпӑр! Эпир ҫакна иксӗмӗр пӗлетпӗр, иксӗмӗр ҫеҫ сыхӑ пулӑпӑр… Кавалергардсем мӑнтӑр питле, таса, шултӑра халӑх. — Пулмаҫҫӗ. Ӑнсӑртран ҫак сценӑна курса тӑма тивнӗ Давыдовӑн чӗри ыратсах кайрӗ… Хӳтӗлекен правительство ун пирки тӑрӑшать. — Манӑн ӗҫ мӗнле унта, Корчжинский? — хӑюсӑртараххӑн ыйтрӗ Макар секретарьтен. Диван ҫумӗнче тӳрӗ кӗтес туса, симметриллӗ ларакан пӗр кресло ҫине Марья Ивановна сӑпайлӑн вырнаҫнӑ та хӑй патӗнчи хӗрачасене ытлашши хӗрсе каймасӑр ҫирӗп сасӑпа ӑса вӗрентет. Пирвайхи юрату чӑнах та манӑҫа тухмасть пулӗ ҫав вӑл… Иккӗн калаҫнӑ: пӗри — начар тумланнӑ, чахоткӑллӑ, ҫиллессӗн пӑхакан ҫӳллӗ ҫын пулнӑ, тепри — сарӑ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк сухаллӑ — ҫамрӑк ҫын пулнӑ. Ҫак ӑслӑлӑхҫӑсенчен пӗри мана зародыш тесе е вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ҫын вырӑнне шутлама та пӑхрӗ. — Миҫе ҫын хӑваратӑр? Ҫапла калаҫнине илтсен, манӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑчӗ. Чарӑнма меллӗрех вырӑн шыраса, шлюпка путакан карап палубинчен уйрӑлчӗ те темиҫе фут аяккарах пӑрӑнчӗ. Хӑшпӗр ҫӗрте ҫинҫе те имшеркке хурӑнсем, хӗрессем хушшинче аташса кайса, ҫӳлелле карӑнса тӑраҫҫӗ, уйрӑмшарӑн выртакан вилӗ шӑтӑкӗсене хӑйсен турачӗсемпе ҫыхса пӗрлештереҫҫӗ; вӗсен шӑтӑкла пек мӗлкисем хушшипе курӑк тунисем хӑпарса тӑраҫҫӗ — ҫав кӑвак шӑрт вара чи хӑрушӑн туйӑнать. Каса-дель-Корвӑн ҫӳлӗ чул стенисем те гасиендӑра пурнакансене ҫавӑн пек пӑшӑрханса пурнассинчен хӑтарайман. Ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл каллех тем парассине кӗтнӗ пек амӑшӗ ҫине пӑхать. Хӑш чухне вӑл хӑйпе пӗрле Аркадие те илсе каять. Каялла тавӑрӑннӑ чухне вӗсен, ялан пекех, тавлашу туха-туха каять. Аркадий, хӑй юлташӗнчен ытларах калаҫать пулин те, ялан тенӗ пекех, аяла пулса юлать. Пӗрре вӗсем тепле часах тавӑрӑнаймарӗҫ. Хӑйсен тӗксӗмрех ҫӑра турачӗсемпе вӗсем ҫула хупласа илнӗ. — Фома хӑй нимскер те тумасть… Миал полицейски ӑна:— Ҫакӑн пек шырасан, ҫын мар, чӗпӗ те пытанса юлма пултараймасть, — терӗ. Ӗмӗтсӗр шухӑша пӗчӗк хулари мӗнпур ҫынсем туйса илнӗ темелле, ахальтен мар тин ҫеҫ ҫитнӗ ютҫӗршыв ҫыннисене никам та ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ. — Ку аван умсӑмах. Эпӗ вӗсене калӑттӑм: «Вӗтӗ кӑпшанкӑсем! — Мана нумай юратмасан та ҫитет. Ҫунакан металл кӑвайчӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна танксем тӗтӗм-сӗрӗмлӗ хирпе килеҫҫӗ, халь ӗнтӗ вӗсен моторӗсем кӗрленӗ сасӑ ҫапӑҫури ытти тӗрлӗ шӑв-шава пӗтӗмӗшпех хупласа хучӗ. Кунта — пысӑк чугун ҫул тӗвви, хулара икӗ вокзал. Шӑпланнӑ ҫутҫанталӑк салху. Ула курак ушкӑнӗсем кӑна, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫе-вӗҫе, ыйхӑллӑ тавралӑха вӑратаҫҫӗ. Канмалли кун пулсан та, «Новосёл» уйӗсенче ҫынсем йышлӑ. Гарриса илес пулсан вара, ку ҫынна ҫутҫанталӑк юриех иртме май ҫук чӑтлӑхсем витӗр ҫул ҫӳреме тунӑ пекех туйӑнать, вӑл ҫав-ҫавах патвар. Ҫав хурлӑхлӑ ӗҫе тӳрлетме май пулсан, эпӗ хамӑн сылтӑм алла касса татма хӗпӗртесех панӑ пулӑттӑм. Ҫапӑҫакан автансем ывӑнса ҫитнӗ. Пуҫӗсене бинтпа ҫыхса янӑ, урисем ҫине наука вӗрентнӗ пекех шинасем хунӑ, хырӑмӗсене касса каллех йӗркелесе ҫӗленӗ теттесем санитарнӑй грузовиксемпе санитарнӑй самолетсен кабинисенче носилкӑсем ҫинче е ҫакӑнса тӑракан кроватьсем ҫинче выртаҫҫӗ. Вӑл ҫак питӗ ӑслӑ тунӑ пукане госпитальне савӑнса пӑхса тухрӗ, «шӑл ыратнипе аптранӑ» пуканесене лартмалли пӗчӗк креслосем, операци тумалли сӗтелсем, пӗчӗк грелкӑсем пур; вӑл медицина пек хаяр наукӑна та ачасене савӑнтармалла тума пултарнӑ хуҫаран тӗлӗнчӗ. Куратӑп: майлӑ самант ҫитрӗ — ялт сиксе тӑтӑм та:— Эпӗ хулана чуптарам-ха, ӑна шыраса тупам, — терӗм. Энскран тухнӑранпа эпӗ хам сӑнӑма пӗрремӗш хут куратӑп. Пӳрте кӗрет те алӑк сули патӗнче хуҫипе пӗрле тапак турткаласа тӑрать, ҫӗнӗ хыпарсем каласа парать, унтан вара малалла, урӑххисем патне каять. Эсӗ миҫере-ха? Энерги, проводсем тӑрӑх ҫӗршывӑн пур кӗтессине те ҫитсе, ӗлӗк шухӑшлама пултарайман ӗҫсем тума тытӑнать. Авӑ епле харлаттарса ҫывӑраҫҫӗ вӗсем, ҫӗрҫӑтасшӗсем, — пурне те пӗр харӑс хӑнклаттармалла та, юмах-сӑмахӗ те пӗтетчӗ. «Начар!» — шутласа илчӗ хӑй ӑшӗнче Санин, Джемма ҫине вӑрттӑн пӑхса. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те Гекльберри куҫне курах кайрӗ. Ӗнтӗ вӑл Николай Антоныч патне кайнӑ та мана пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ. Вӑрӑм кӗсменсем айӗнче шыв кӑшт кӑна илтӗнмелле шӑмпӑртатса чӳхенет, тата ҫаплах ӑшӑ та кӑвак фосфор ҫутипе йӑлтӑртатать. Мӗн ӑс пулнӑ-ха унӑн, ватӑ ухмахӑн? Темиҫе сехет хушши канлӗ выртни ӑна йӑлтах вӑй кӗртсе ҫитересси те курӑнсах тӑчӗ. Вӑл хӑйне ярса тытнӑ козаксен аллисем ҫине майӗпен уртӑнчӗ, вара ун вӗри юнӗ ҫӑл тапнӑ пек шарлатса юхса анчӗ; тепӗр чухне асӑрханусӑр тарҫӑсем кӗленче савӑтпа нӳхрепрен эрех йӑтса пыраҫҫӗ; ҫавӑнтах алӑкран кӗнӗ ҫӗрте вӗсен ури шуса каять те, ҫак хаклӑ эрех савӑчӗ ӳксе ҫӗмӗрӗлет: эрехӗ пӗтӗмпех ҫӗре юхса тухать; хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи чи кирлӗ вӑхӑтра ӗҫме, турӑ парсан, ҫамрӑк чухнехи юлташне тӗл пулса унпа пӗрле ҫамрӑк чухнехи урӑхла вӑхӑта, ҫынсем кун пек мар, лайӑхрах савӑнса ирттернӗ вӑхӑта аса илме тӗл килсен ӗҫме хатӗрленӗ эрехне тӑкса янине курса, хуҫа чупса пырса хӑйне пуҫран ярса тытать; ҫак тӑкса янӑ эрех пек юхса тухрӗ Кукубенко юнӗ. Мӗнпур тӑлпӑвӗпе шатӑртатса «Дункан» пӗр енчен тепӗр енне йӑваланать. Епле пулсан та, король мана хай патне кӗмешкӗн ирӗк пачӗ пулсан, ҫакӑн пирки хам мӗнле шухӑшлани ҫинчен эпӗ ӑна май килнӗ пӗрремӗш хутӗнчех суймасӑр каласа паратӑп. Птолемей йӗрки тӑрӑх ҫапах та пӗлӗт тӳпинчи планетӑсем ӑҫта курӑнасса малтанах каласа тӑма май килнӗ. Мужиксем хӗнемерӗҫ-и тата? Тепӗр чухне тӑлӑх арӑм хӑех турӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа шалт тӗлӗнтерет, тепӗр кунне Уотсон мисс каллех хӑйӗннех ӗнентерме хӑтланса ман ӑстӑна арпаштарса ярать. Корольпе майри хӑйсен патшалӑх чикки патне каяҫҫӗ. Полевых ӑна пӗтӗмпех каласа пачӗ. Амӑшӗн пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ, анчах халь вӑл ҫӑмӑл пулчӗ. Лантенака хӑтарни — каллех Вандейӑпа, пуҫӗ тӗрӗс-тӗкел юлнӑ вӗри-ҫӗленпе, кӗрешӳ пуҫласа ярассине пӗлтерет. Эсир пӗр канмасӑр ҫӑвара йӑвантарнӑ эрехе, калас пулать, яланах пӗчӗк сыпкӑмсемпе ӗҫеҫҫӗ. Лавккаҫӑ куҫ харшине ҫӗклерӗ, сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнчен тухрӗ, вара Егорушка кӗсйине пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш ячӗ; виҫи ун темле ахаль пушӑ банка пулчӗ. Вӑл ӳсӗрме пуҫланӑ, каҫӑха-каҫӑха кайса, темӗнччен кахлатнӑ, унтан, чарӑнсан, сывлӑшне аран ҫавӑрса:— Пӑрах… нимӗн те тухмасть… — тесе хунӑ. Вӑл Мересьев патне чупса пычӗ те ун урисем вӗҫне, мӑк пек ҫемҫе курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ, анчах лӑпкӑн выртма пултарайманнипе ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ: — Мӗн тери чаплӑ виражсем турӑр эсир паян! — Ай, пӳлӗхҫӗм! Ҫапла эпир иккӗн пиллӗк ҫынна хирӗҫ пӑхса тӑтӑмӑр, пире шӑтӑк уйӑрса тӑчӗ. Икӗ енчен пӗри те чи малтан тапӑнма хӑяймасть. Ҫул ҫинчи ҫынсем питӗ хӑвӑрт пыраҫҫӗ, вӗсем Талькагуано бухтин ҫыран хӗррисемпе пырса, кунтан вӑтӑр миль кӑнтӑрарах пуҫланакан вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель еннелле каяҫҫӗ. Вӑл карап сӑмсинелле ыткӑнчӗ, анчах малта нимле типҫӗр палли те курӑнмасть, вара вӑл штурвал патне таврӑнчӗ. Марко бая ӗмӗрне те тӳлесе татас ҫук ҫав. — Ой, аттеҫӗм! — пуринчен те час-часрах ҫуйӑхкаласа илет Умрихин. «Но, но! Ҫав сӑрт ҫинче, ун чухне, вӑхӑта чарса лартайнӑ пулсан-и… Вӑйлисене хӗҫпӑшалсӑрлатса вӑйсӑррисене хӗҫпӑшаллантарни вӑл — эпӗ хам упрама тивӗҫ обществӑллӑ строя улӑштарни пулать. Ӑна ку тарана ҫитсе те пӗтерме пултарайман корольсен ӑссӑрлӑхӗнчен тӗлӗнетӗп. Исидора е иккӗленсе тӑчӗ, е мӗнле ответлесси ҫинчен шухӑшларӗ пулмалла. Халӑх пуххинче голован ытлашши иртӗнме закон ҫук пулин те, хӑйне хирӗҫ калаҫакансене пӑхса тӑмасть вӑл, кирек хӑҫан та ҫиеле тухать, хӑй ирӗкӗпех, ҫул юсама, е канав чавма кайма кама ярас килет, ҫавна ярать. Trema? Bísanzía! — Эпӗ ӑнланаймастӑп сана, — терӗ ӑна Берсенев. Асаплӑн пускаласа, урисене аран-аран сӗтӗркелесе, пӗчӗк хапхи умне ҫитет, анчах сасартӑк, темскерле, халех тумалли ӗҫне аса илнӗ пек пулса, вӑртах каялла ҫаврӑнать, вӗттӗн-вӗттӗн чупса татах хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшине чӑмать. Ав епле кӳпсе тултарнӑ вӑл! Каллех шӑп пулчӗ, унтан судьясем пырса кӗчӗҫ те, шериф суд уҫӑлни ҫинчен пӗлтерчӗ. Куҫӗсем, кулкаласа калаҫнисем йӑлтах урӑхла. Пулӑхсӑр тӳремлӗхсене каналсемпе касса тухаҫҫӗ, шӑвараҫҫӗ. Ҫамрӑк Гокинса амӑшӗпе сывпуллашма ярӑр. Редрэт унпа пӗрле кайма пултарать. Унтан, вӑхӑта ҫухатмасӑр, иккӗшӗ те Бристоле вӗҫтерсе ҫитчӗр. — Мӗн памалла пулать вара, карчӑкӑм? Фратю господин чиркӳ еннелле пӑшӑрханса пӑхса илчӗ, полицейскисем унта, чӑн та, виҫ алӑк патӗнче те тӑра-тӑра тухнӑ. Тӑван мар атте пӳртре каллӗ-маллӗ ҫӳрет, хӑй ҫийӗнчи гимнастеркине шалӗсене шатӑртаттарса хывма хӑтланать, лешӗ йӗпе пирки ҫурӑмӗ ҫине ҫыпӑҫса ларнӑ та хывӑнмасть. Санин сӑтӑрнӑ май хӗр ҫине пӑхкаласа илет. Ну, ыттисем вара ун пекех мар: вӗсем пулӑшасса та пулӑшаҫҫӗ, анчах та ҫылӑх; вӗсем ҫинчен калаҫма та ҫылӑх. Вӑл килти кушак пысӑкӑш пулнӑ, унӑн ҫутӑ тирӗ ҫинче хура пӑнчӑсем курӑннӑ. Судьясем йӑнӑш тунӑ-и, ҫук-и, — ҫакна вӑл хӑй те лайӑххӑн ӑнланайман. — Полковник ерҫмест, — ответ пачӗ дежурнӑй. Кулянчӗ те вӑл, ҫилленчӗ те, ҫавсене тем пек пытарас тесе тӑрӑшрӗ пулин те: — Мӗнле манмалла! — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. — Паян, кӑнтӑрла сулӑнсан. Игнатпа Яков ун патнелле аллисене тӑсса пычӗҫ. Ҫавӑнтах вӑл Голоса сӑнчӑрласа касмӑклать, Голос хӑй айӑпне тавҫӑрнипе чӑтаймасӑр ухмаха тухать. Ҫавӑнпа ҫак гранит стенисен хушшинче кӳлленсе выртакан тинӗс ку тӗлӗшрен пушшех те шанӑҫлӑ пулмалла. — Ку енӗпе иккӗленсе тӑмалли ҫук. — Апла пулсан, тепӗр енчи ҫыран хӗрринче эпӗ урӑх ҫулсем тупассине ҫирӗп шанатӑп. — Кӗртме терӗ тата! — Юрласа илер-и, э? — сӗнчӗ те Зиночка, хӑйне ответ парасса кӗтмесӗрех, пилеш ҫинчен калакан юрра пуҫларӗ. Яков Лукичӑн ывӑҫ тупанӗнче ӑшӑнса йӗпеннӗ йӗлме пуртӑ аврине Половцев хӑйӗн кӗске кӗрӗкӗ айне, шалавар пиҫиххийӗ хушшине хӗстерчӗ, кӗрӗк ҫухине тӑратрӗ. Тӑкӑрлӑкпа ним чӗнмесӗр утса пычӗҫ. Ун чухне вӑл мавзолей ҫине, пӗлӗтре ҫӗнтерӳллӗн ялкӑшса тӑракан хӗрлӗ ялав ҫине пӑхрӗ те пуҫӗнчи буденновкине вӑр-варах хывса аллине тытрӗ. Анчах, унӑн кунта ҫитме ҫирӗм лье утмалла… Ҫук, ҫук! Вӑл та, ку та тӗрӗс мар. Кусем ҫинчен пӗлсен Мересьев хӑй те тӳсейми пӑлханма тытӑннӑ. Анчах вӑл ҫакна халӗ пачах та палӑртман, ҫавӑнпа та хӑйне Стручковпа танлаштарса хӑй ӑшӗнче савӑннӑ. Ун чух та ҫӗрлеччӗ. — Мӗн пулчӗ сана? Кӑштах тӑхтасан, пӗтӗм ушкӑн, чи юлашкинчен Купря, кӗшӗлтетсе тухса кайрӗҫ. Виктор хулара пӗччен юлнӑ. — Ҫук, вӑл кунталла килет! Э! эпӗ манса кайнӑ: эпир прерипе тӑр кӑнтӑрлах кайрӑмӑр вӗт. Часах Болтван хуторӗ те курӑнчӗ, ҫил арманӗ вара ҫаплах хыҫа юласшӑн пулмарӗ, Егорушка ҫине ҫаплах хӑйӗн йӑлтӑртатакан ҫуначӗпе ҫавӑрттара-ҫавӑрттара пӑхрӗ. Вӑл ҫиме пуҫларӗ, анчах ларса мар, хуран патӗнче тӑрса, ун ҫине шӑтӑка пӑхнӑ пек пӑхса ҫиме пуҫларӗ. Амӑшӗ каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ҫапла. Мускав пӗтӗмпех шӑпланса ҫитрӗ. Хуҫа арӑмӗ ҫиленсе те хӑраса хӑй упӑшкине кӑшкӑрчӗ: — Эсӗ ухмаха ертен-им! — Нимӗн те мар, ҫук! — терӗ ученый. Масарне шурӑ чултан касса тунӑ, полярти анман хӗвелӗн куҫа йӑмӑхтаракан ҫуттинче вӑл йӑлтӑртатса курӑнать. Вӑл, харампыр, пирӗн пӗтӗм строительствӑна вараласшӑн. Таҫта, пӗрме айӗнче, пытанса тӑракан арман чулӗ хӗвӗшекен ушкӑна авӑртнӑ, ҫынсем хумхануллӑн хусканса тӑнӑ, вӗсем — те часрах чул айне пулас та ҫухалас тесе, аялалла сӗкӗннӗ, те хӗрхенӳсӗр чултан хӑтӑлас тесе, ҫӳлелле сике-сике тухнӑ. Вара ку шухӑш хирӗҫлеме ҫук витӗмлӗ тесе шутласа, калаҫӑвӑн вӗҫне тухас тӗллевпе ҫапла хушса хучӗ: — Тепӗр тесен, ку тӗлӗшпе кашниех хӑй тӗрлӗ шухӑшлама пултарать. — Пӑхса тӑрӑр, — малалла тӑсать вӑл, — Америка ҫӗрӗ урлӑ уҫӑлса ҫӳреме тухса каятпӑр, манран ан юлнӑ пултӑр. Александра Подточина». Урайӗн кашни тӑваткӑлне тӗплӗн сӑнарӗҫ. Хӗне ӑна, Денни! — Ун пек туни кирлӗ мар, эпӗ сиртен ыйтасшӑнччӗ… ан ҫиленӗр, Андрей Петрович… ыран ан пырӑр-ха ун патне! Малта асӑннӑ маркиз пулнӑ де-Лантенака шырама халех Шербурт ҫарӗнчен пӗр батальон салтак яратпӑр. — Пирӗн йытӑ! Жучка! — терӗ вӑл. — Мӗскер вӑл унта? — шикленерех ыйтрӗ Макариха. Парӑр эппин аллӑра — эпӗ ӑна булавкӑпа тирем, сире ҫак ҫамрӑк ҫын умӗнче намӑс пулӗ, сирӗн аллӑр ыратӗ, анчах та эсир, тӳрӗ чунлӑ господинӑм, кулма тӑрӑшӑр». Хаҫат ҫинче мӗн ҫырнине пин хут вуласа тухрӑм эпӗ, пӑхмасӑр калатӑп. Петруха ӗнтӗ ӑшӑх ҫӗре ишсе ҫитсе кӑкӑр таран шыва тӑчӗ те, пуҫӗ ҫийӗнчи япаласен ҫыххипе сулса илчӗ. Ку сире хаваслантармасть-и? Игнатьева юлташа, ытлашши хӗстерме кирлӗ марри ҫинчен асӑрхаттарать. — Пӑх-ха — тӑхӑр сехет, — терӗ хӗрарӑм. Сухаллӑ ҫамрӑкӑн куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ. Славянсен тӗрлӗ калаҫӑвӗсене вырӑс пӗтӗмпех пӗлмелле. Европӑри патшалӑхсем халӗ те пулин хута кӗмеҫҫӗ пулсан, вӗсем эппин христиансем те мар, цивилизациленнӗ халӑхсен ятне илтме те тивӗҫлӗ мар!.. Озеров сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: — Кам каларӗ ӑна — пире татса хӑварчӗҫ тесе? Ӗҫетӗн-и? — тесе ыйтнӑ. — Каласа пар-ха мана малтан, мӗнле пурӑнать пирӗн Алвиш хуҫа? Эпӗ ӑна икӗ ҫул ытла курман вӗт. — Чихирь ӗҫсе чӑнтӑхать те мӗн тӗле килнине йӑлтах турама пуҫлать. Джеральд нихӑҫан та унӑн пулас ҫук. «Вӗсем те пулин аяккинче тӑрса юлччӑрах, — шухӑшларӗ вӑл, — хам ӗнтӗ йӳҫлӗхе путнӑ — путам эппин пӗрех хут, ман пирки калаҫмалли те ҫук, пӗтнӗ пуҫ пӗтмеллех, вӗсем кӑна ан путчӑр…» терӗ вӑл. Ивинсем килсе ҫитсен, Сережӑна курнипе ытти чухнехи пекех хӗпӗртес вырӑнне, вӑл Соньӑпа курӑнӑҫасран шикленме пуҫларӑм. Вӑл ташлама вӗренме шут турӗ. Тепӗр минутран вӑл аташма, кӗлӗ сӑмахӗсемпе мӑкӑртатма тытӑнчӗ, вара сасартӑк: «Путсӗр йытта пӑрахнӑ пек, ан ывӑтӑр мана шыва!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Юрӗ ӗнтӗ, Чуба тек тивер мар, тарӑхне ирттерсе ятӑр пӗччен ҫӗрте, тимӗрҫӗ патне таврӑнар, мӗншӗн тесен тулта ӗнтӗ тӑххӑрмӗш сехет ҫине те кайрӗ пулмалла. Ҫӑмартан клепкӑланӑ хуппинчен кӑранташпа шаккакаласа Лось вак-тӗвеке ӑнлантарма пуҫларӗ. Сӑмах ҫавӑн ҫинченех пуҫланчӗ, эпир тата тепӗр хут йӗтӗмӗр, куҫҫуле тейӗр хут шӑлтӑмӑр. Фуксӑн — магазин, Трахтенбертӑн — арман, анчах манӑн мӗн пур? Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем атӑ ҫӗлекенсене ҫирӗм ҫын пуҫтарса конака та йышӑннӑ, унпа пӗрлех бее те тытнӑ, хӗҫ-пӑшала та, влаҫа та илнӗ! Елена таврана пӑхкаласа илчӗ: йӗри-таврара унчченхи пекех шап-шурӑ; анчах ку юр, юр, вӗҫӗ-хӗррисӗр юр пулчӗ. Ку вара Ковалева хӑратсах пӑрахрӗ. Дама хӑй малтан сӑмах хускатнӑ. «Каях, кай!» кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ, Чуба тата тепӗр хут чышса. «Ку ӗҫ, Демьян Демьянович, питех те шӑрчахлӑ, сӑмахпа ӑна каласа та парас ҫук. Эсир прошение вулама хушӑр-ха. Вӗсен хыҫӗнче инҫетри ту купаланчӑкӗсем палӑраҫҫӗ, унта чӑнкӑ чул катмаксемпе тарӑн варсам пур, тарӑн варсенче шыв шӑнкӑртатса юхать. Камӑн вилмелле, вӗсен пурнӑҫӗ те пӗрлех. Икӗ талӑк хушши эпӗ ун ҫуртӗнче пурӑнтӑм, е тӑна кӗреттӗм эпӗ, е, тӑна ҫухатнӑ хушӑра, куҫӑма уҫаттӑм та, пӗрмаях, хамӑн вырӑн умӗнчен пӑрӑнмасӑр, мана урӑх ҫулпа аташса каясран сыхланакан ҫак тӗксӗм ҫынна кураттӑм. Киммӗн сылтӑм енче те, сулахай енче те темскерле ҫуртсем — баржӑсем, салху та таврари шыв пекех йӑмӑх-хура мӗлкесем курӑнса кайрӗҫ. — Американец, — тавӑрчӗ ҫамрӑк. Кунта миллионсемлӗх тавар выртать, ҫынсем мӗн чухлӗ ӗҫленине шута илсе те пӗтереймӗн, анчах пӑхӑр-ха, ҫав магазинсен 0,9 пайӗнче арҫынсем валли мӗн те пулин пур-и? Анчах ку ӗҫ валли юрӑхлӑ мар эпӗ, — шухӑшсем йывӑр манӑн, йӗркеллӗ мар. Давыдов хӑй пӳлӗмӗн алӑкне питӗрес тенӗччӗ, анчах Лушкӑна курах кайрӗ. Петр ашшӗ уншӑн нихҫан та ҫывӑх, юратнӑ ҫын пулманнине, вӑл уншӑн хаяр хуҫа пулнине, вӑл Алексее унран ытларах кӑмӑлланине, ун ҫине тимлӗрех пӑхнине аса илчӗ. «Капла сана кӑнтӑрла та никам паллаймӗ», — тет Джим. Такам кӗтесрен: «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах, хӑй сӑмахӗнчен хӑй хӑранӑ пек, шӑпланса ларчӗ. Унашкал выльӑхне пусман кил хуторӗпе те ҫук! — кӑшкӑрса каларӗ Борщев. Вӑл пӳлӗмрен пурте пӗр чӗнмесӗр тӑнӑ вӑхӑтра тухрӗ, таҫта аялалла анса каякан коридорсем тӑрӑх чылайччен аташса ҫӳрерӗ. — Ҫитӗ, тек ан ҫавӑр! Эпӗ Плетнёв хӑйне арестлессе кӗтнине пӗлеттӗм, кун ҫинчен мана вӑл хӑй асӑрхаттарчӗ, хӑйӗнпе мана та, Рубцова та тӗл пулма хушмарӗ, — Рубцовпа вӑл ман пекех ҫывӑх туслашса кайнӑччӗ. — Сывӑ-и, Виктор! — илтӗнчӗ палланӑ сасӑ, килхушшинчи сукмак ҫинче Юрийӗн вӑрӑм та ачанни пек ансӑр кӗлетки курӑнса кайрӗ. Гусев — саланкӑрлӑн — Лося тӗсерӗ те сӗтелрен шаклаттаракан пӳрнисем ҫине куҫӗсене антарчӗ. Вӑл пӗтӗмпех питех чӑн калакан тӳрӗ ҫынччӗ, ҫавна вӑл хӑйӗн ӗҫӗ вырӑннех шутланӑ пекчӗ, анчах пит хӑюллӑн пурӑнакан Капендюхин унтан ҫивӗччӗн тӑрӑхласа кулатчӗ: — Эх, Женя, ҫынсене кӑтартмашкӑн пурӑнатӑн! — Асатте, виҫҫӗмӗш хутӗнче ӗҫ мӗнле пулни ҫинчен каласа пар-ха, — ыйтнӑ Синопа, вут ҫулӑмӗ ҫине пӑхса, нимӗн чӗнмесӗр ларакан старикрен. — Сирӗн библиотекӑра, — терӗ пичче, — сапаланса пӗтнӗ уйрӑм произведенисем анчах, сочиненисен хӑш-пӗр пайӗсем ҫеҫ, шкафсен ҫӳлӗкӗсӗм те пуш-пушах. Виҫӗ спектакль ҫеҫ пулать! Вӑл мана кибитка патне ҫитех ӑсатса ячӗ те, пӗшкӗнсех пуҫне тайса: «Тавтапуҫ сана, ваше благородие! Аолсен ҫарӗ пӗтет. Эпӗ урана, ватӑ Пью хӑйӗн куҫӗсене ҫухатнӑ пек, ӗҫрех ҫухатрӑм. Мӗнлерех вӑл? Апла тума май пур вӗт-ха; луччӗ эпӗ ыран унпа пӗрле пыратӑп. Ҫаран ҫине сарӑ кайӑксем вӗҫсе анчӗҫ те ҫунаттисене антарса шывӑн асамат кӗперӗллӗ сирпӗнчӗкӗсен айӗнче ҫатӑлтатаҫҫӗ, аякра симӗс тӑрна-тунсӑхҫӑ вӑрӑм урисемпе тӗнкӗлтеттерсе кумса ҫӳрет. Анчах ҫавна пӗлсе ҫитмешкӗн манӑн йывӑр ҫулсем нумай пурӑнса ирттермелле пулчӗ, хамӑн чунӑмра нумай тӳсме, тӑнпуҫран кӑларса ывӑтма тиврӗ. — Турӑ пурне те курать, пурне те пӗлет, кирек мӗн пулсан та унӑн ирӗкӗ, — терӗ вӑл пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленсе тӑнӑ май йывӑррӑн сывласа. Губком секретарӗн кабинечӗн сарлака алӑкӗн шал енче Губком бюровӗн васкаса пухнӑ заседанийӗ хӑйӗн ӗҫне пӗтерсе пырать. Макарӑн шурса кайнӑ питӗнче хытӑ мӑкӑльсем выляма пуҫларӗҫ, анчах вӑл хӑйне тытса чарчӗ-чарчех, чӗнмерӗ. Ку упӑте ушкӑнӗнчи баритон, ҫинҫерех саслисем — ҫамрӑк тенорсем те ун хыҫҫӑн ирхи симфоние хутшӑнаҫҫӗ. Хӑйӗнчен аяккалла пӗрмаях пушаннӑ гильзӑсем вӑркӑнаҫҫӗ. — Юрӗ-ха. Чупнӑ май ҫаран ҫинчи хытӑ курӑксемпе чечексем хӑйӗн ҫара урисене ыраттармаллах ҫапӑннине, хӗвелпе ӑшӑннӑ нӳрӗрех ҫӗр ура тупанӗсем айӗнче епле ӑшӑ та ҫемҫе пулнине туйса пычӗ. Опека, имение опись туни, суд килни тата ҫакӑн евӗрлӗ ытти аван мар япаласем ун пуҫӗ ҫине процентсене тӳлейменнипе ҫеҫ мар, хӑй хӗрарӑм пулнӑран йӑтӑнса анаҫҫӗ тесе шутласа, питӗ йывӑр килсе тухсан, Анна Дмитриевна полка ывӑлӗ патне ӑна амӑшне ҫӑлса хӑвармашкӑн таврӑнма хушса ҫырать. Служба питӗ лайӑх пынӑран часах хӑйне пурӑнмаллӑх ҫӑкӑр тупӑнасса кӗтнӗ пулин те, Петр Васильевич мӗнпур пеккине йӑлтах пӑрахать, вырӑнтан тухать те, амӑшне сума сунӑран ӑна ватлӑх кунсенче лӑплантарасси хӑйӗн пӗрремӗш тивӗҫӗ тесе шутласа (ҫакӑн ҫинчен вӑл хӑйӗн ҫырӑвӗсенче амӑшне тӳрӗ кӑмӑлпа ҫырнӑ), яла таврӑнать. Англире йышӑннӑ пек, ун ҫинче юс тирӗнчен ҫӗлетнӗ манти те, пиншак та пулман: шӑрӑх пирки вӑл кӗпе вӗҫҫӗнех ӗҫе тытӑнас тенӗ. Ҫапла тума хушасса ҫеҫ кӗтнӗччӗ эпӗ, ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ мана. Мана сан аллӑна шанса пачӗҫ, эсӗ сутӑнчӑкла ӗҫе пуҫӑнатӑн. Ҫапла ҫав, аттеҫӗм! «Савнӑ ачам, — тет вӑл, ман ҫинелле ӳпӗнсе, ун сассинче пӑлхавлӑ ачашлӑх сисӗнет, — мӗншӗн капла турӑн эсӗ, мӗншӗн мана итлерӗн?.. Мӗн тӑватӑн эсӗ? Унсӑрӑн ҫуркунне тӗлне хуторта вӑкӑр мӗкӗрнине те, автан авӑтнине те илтеймӗпӗр, — терӗ савӑнса кайнӑ Нагульнов, протокола папка ӑшне чиксе хунӑ май. Вӑл «Британипе» Гарри Грант ҫинчен мӗн те пулин ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Тепӗр кунӗнче вӗсем нимсӗр-мӗнсӗрех Рио-Беллӑн вӑйлӑ шывӗ урлӑ каҫса кайрӗҫ те, Испанин Чилине ирӗклӗ чилиецсен ҫӗршывӗнчен уйӑрса тӑракан Рио-Биобио ҫыранӗн хӗррине канма тӑчӗҫ, кунта Гленарван хӑйӗн дневникӗ ҫине тата вӑтӑр пилӗк миль кайни ҫинчен паллӑ туса хучӗ. Вӗсем Жадрина ҫитсе кӗнӗ ҫӗре автансем шарлаттарса авӑтнӑ, тул ҫутӑлса ҫитнӗ, чиркӳ питӗрӗнчӗк пулнӑ. Партизансем! — Эс кунтах килетӗн-и вара? Тарҫа унта ҫын вырӑнне хумаҫҫӗ. Кимми ӑҫта? — Ну, мӗнле, каллех пирӗн пата килтӗн пулать, ҫатӑлти? Эпӗ, хам тавра шанчӑк паракан ҫынсене пухса, вӗсен ӑс-пуҫӗсене йӗркелесе аталантармашкӑн пулӑшса пынӑ пулӑттӑм; хамӑн пурнӑҫра питех те нумай опытсемпе асаилӳсем тата сӑнавсем тӑрӑх вӗсене халӑхшӑн хисеплӗ ӗҫсем туни обществӑпа хӑйсен пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрасси ҫинчен вӗрентсе пырӑттӑм. Ҫӗнӗ приключенисем курас шухӑш пуҫа ҫавӑрса илчӗ, ҫӑл шывӗ ӗҫес ӗмӗт ҫак ӑссӑр шухӑша икӗ хут ӳстерсе ячӗ. Вара вӑл хӑйне савӑнӑҫлӑ тытса ҫапла каларӗ:— Ҫак утрав ҫинче пирӗнтен малтан та пиратсем пулнӑ, ҫавӑншӑн эпӗ заклад хурсах тавлашатӑп. Вӑл хӑйӗн кӗлеткине пӗтӗмпех пытарса тӑракан хӗрлӗ плаща тӑхӑнса янӑ. Павел аяла анчӗ те амӑшӗпе юнашар тӑчӗ. — Вӗсем Ҫӑрттанпа иккӗшӗ пӗр-пӗринчен вӗренеҫҫӗ: Ҫӑрттан хӑш чухне Давыдовӑн «факт» сӑмахне персе ярать, Давыдов кӗҫех акӑ: «Хаклӑ граждансемпе савнӑ карчӑксем!» — теме пуҫлӗ, — хушса хучӗ Обнизов старик. «Ҫук, — терӗ Ковалев, ҫырӑва вуласа тухсан. — Вӑл чӑнахах та айӑплӑ мар. Хастар ҫулҫӳревҫӗсен шалти Африкӑра тунӑ наука тӗпчевӗсемпе географиллӗ открытийӗсен чура суту-илӗвӗн ирӗклӗхне чылаях кансӗрлеме пултараҫҫӗ тесе шутлать Жозе-Антониу Алвиш. Франк Гитлер валли ӗҫленӗ пулсан, унӑн капиталне национализациленӗ пулӗччӗҫ. Эпир ура ҫине тӑтӑмӑр та, княгиня ҫине пӑхса, шалтах аптрарӑмӑр: хамӑр паллашнине кӑтартса пама мӗн тумаллине ниепле те пӗлеймерӗмӗр. Эпӗ амӑшӗ умӗнче пӑртак мӑнкӑмӑллансарах хӑна пӳлӗмне пырса кӗтӗм, — хӗрача амӑшӗ умӗнче чӗр ҫинче ларатчӗ, дама ӑна вӑр-вар ҫавӑрӑнакан аллисемпе салтӑнтаратчӗ. Ӑҫта ҫав териех васкатӑр вара?.. — Апла… каҫарар-ха, сирӗн сиятельство, — аптӑраса тӑчӗ Лодыжкин. Вӑл текех пӗр сехет те тӑмӗ ҫак йӗрӗнчӗк ҫыранта. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ хама ытла та урмӑш тыткаланипе ман ҫинчен килтисем: ку ӑсран тухнӑ пулӗ, тесе шутла пуҫларӗҫ. — Пӑхатӑп: вӑл ҫырма хӗрринче каччӑсемпе ҫӳрет, — малалла каларӗ вӑл. — Тарӑхсах кайрӑм эпӗ… Ӑна сан пирки каласа парсан, мӗнле кӑна савӑнӗ-ха! Ҫавӑн чухлӗ ӑҫта пур вӑл? — Вӑл нимех те пӗлтермест, полковник юлташ, — пит майлӑнах та мар пӳлчӗ ӑна Алексей. Кукаҫей мана килкартишӗнче тӗл пулчӗ — вӑл, унта чӗркуҫленсе ларса, пуртӑпа темӗнле савӑл чутлатчӗ. — Пирӗн паталла килеҫҫӗ, — терӗ Иван Остен. Малалла каллех — тусанлӑ, сӑрӑ-кӑвак тӗслӗ стена. Мӗншӗн каласа панӑ-ши ӑна Лиза?» Будапештран ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннерехре татса кӗнӗ… Ҫул ҫинче виличчен килте вилес. Анчах вӗсем Ҫӗр ҫинчи ҫулталӑк вӑхӑтӗнчен чылай вӑрӑмрах, мӗншӗн тесен Марсӑн Хӗвел тавра ҫаврӑнас ҫулӗ Ҫӗр ҫулӗнчен вӑрӑмрах, вӑл орбита тӑрӑх та ерипентерех шӑвать; Атте, кирек мӗне те шӳте ҫавӑрма юратаканскер, Петр Васильевича темӗншӗн полковник тесе чӗнетчӗ, пӗррехинче ман умра Епифанов, кӳреннипе хӗрелсе кайса, ытти чухнехинчен те тытӑнчӑклӑрах сасӑпа: эпӗ по-по-по-полковник мар, по-по-по-по-ручик, терӗ пулин те, атте ӑна пилӗк минутран каллех полковник тесе чӗнчӗ. Чугун ҫул начальникӗ пуҫне шанчӑксӑррӑн пӑркаласа илчӗ. — Тӳрех кала… укҫа пирки мар ыйтатӑп, ху мӗнле пурӑннине пӗлес тетӗп, — хистесех ыйтнӑ Игнат, ывӑлӗ ҫине тинкерӳллӗн, хыттӑн пӑхса. Ну, ответлӗр ӗнтӗ, — тенӗ вӑл тата хытӑрах ҫилленсе. Григорие ҫӗклентерсе ӑна хӑйӗн ури вӗҫне вырттарчӗ те, зонтикӗпе сулласа: «Карӑмӑр!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Кун пек ӗҫ сире тивӗҫлӗ мар… Ике-виҫӗ минут иртрӗ те, — вӗлернӗ ҫынна, утиял ӑшне чӗркенӗ вилле, хупӑлчасӑр тупӑка, чавнӑ вилӗ шӑтӑкне пӗлӗт ҫинчи уйӑх ҫеҫ пӑхса тӑчӗ. Мӗнле кӑмӑла каяҫҫӗ вара? — Сирӗн сехет пур мар-и? Ҫунат аялалла ҫаврӑнса анма пуҫласан вара татӑлса антӑм. Пӗрремӗш шеренгӑри кашни салтакӑнах ура пуҫӗ, тем тесен те, ҫав кантрана математикӑлла тӗрӗслӗхпе перӗнсе тӑмалла — ҫакӑ пулать те-мӗн стройӑн хӑйне уйрӑм капӑрлӑхӗ, ӗлккенлӗхӗ. Анчах ун ҫине пӑхсанах эпӗ шанмасӑр тӑни сирӗлсе кайрӗ. Вӑл мана хирӗҫ сӑмах чӗнмесӗрех лорнечӗпе кӗтесселле кӑтартрӗ, — унта, мольберт ҫинче, картина тӑратчӗ — юханшыв, йывӑҫсем. Пуҫне вӑл хуллен ҫеҫ сулкаларӗ. — Партизансем! Унӑн хускалса тӑракан хура куҫ харшисем вӑл усал ҫын мар, мӑнкӑмӑллӑ та хӗрӳллӗ ҫын пулни ҫинчен калаҫҫӗ. Чаршав уҫӑлсан, капӑр тумланнӑ арҫынсемпе хӗрарӑмсем сцена тӑрах васкамасӑр та чеченӗн иртнине курсан, вӑхӑт каялла таврӑннӑ пек туйӑнчӗ мана, нимӗнле вӑрҫӑ та пыман пекех ӗнтӗ. — Илтнӗ иккен вӑл эпӗ карчӑка темшӗн спасибо тенине. Арҫын ача халех ватӑ рулевой пек ӗҫлеме вӗреннӗ. Кӑштахран тӑна кӗчӗ те ҫапла каларӗ:— Ну, хӑратса пӗтертӗн эсӗ мана, Том! Никита пикенсех малалла калаҫрӗ: — Тихон ҫапла калать: турӑ тӗнче хуҫи пулсан, ҫумӑрсем вӑхӑтрах, тырра тата ҫынсене усӑллӑ чухне ҫумалла. «Вӗсем, ухмахсем, хӑйсен шухӑшӗсемпе… Эпӗ Юзеева патӗнче ҫапӑҫни ҫинчен Оренбургра пӗлеҫҫӗ-и-ха? Хӗрӗх генерала вӗлернӗ, тӑватӑ ҫар тыткӑна илнӗ. Ытти улпучӗсем те хӑйсем ҫивӗччипе пӗр-пӗринчен нумаях уйрӑм мар. Ҫакӑн пек ӑмӑртусем тунӑ чух час-часах инкексем те пулаҫҫӗ. — Мӗн тума юраттаратӑн? Эсир вӑйлӑ, ҫамрӑк… аван, — тесе ӗнентернӗ. Вилес пек хӑраса, амӑшӗ куҫ хӳрипе енчен енне пӑхкаласа пычӗ, ӑна кӗҫ-вӗҫ ӑҫтан та пулин кӗтесрен полицейскисем чупса тухассӑн, Иванӑн ҫыхнӑ пуҫне курса, ӑна ҫавӑнтах тытса ҫапса пӑрахассӑн туйӑнчӗ. — Янӑччӗ, Катюша. Тепӗр виҫӗ эрнерен вӑл, «Бедфорд» каютисенчен пӗринче выртнӑ чухне, хӑй камне тата мӗн-мӗн курнине каласа пачӗ. Каланӑ хушӑра унӑн путӑк пит-ҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрлата-йӑрлата юхрӗҫ. Мӗнлисене? — Камсем кӑна? Вӗсем-и, пирӗннисем-и? Камсем кӑшкӑраҫҫӗ? — Макарӑн Лушкийӗ колхоз председателӗ ҫумне ҫыхланма пуҫланӑ пулас-ха, — хӑюсӑртараххӑн пӗлтерчӗ Яков Лукич, Лушка Давыдов патне хваттерне чупнине пӗр хут ҫеҫ мар курса асӑрханӑскер. Тӗрӗссипех калатӑп, эсӗ мана чуптуни шалт тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ… Павел Альбинӑна хӑйсен — Корчагинсен ҫемьин пурӑнӑҫӗ ҫинчен мӗн-мӗн пӗлнисене пӗтӗмпех каласа пачӗ, калаҫнӑ май хӑй те вӗсем мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйткаласа пӗлчӗ. — Ара, капла эсӗ пуху пӗтнӗ ҫӗре пире пурне те сусӑрлатса тӑкӑн! — хӑйӗн шухӑшне пӗлтерсе хучӗ Демка Ушаков. — Евгение вӑхӑтра чармасан, хӗнесех вӗлерет, хӑйне те шеллес ҫук, — тетчӗҫ вӗсем. Кӑнтӑр хӗресӗ текен ҫутӑ ҫӑлтӑр, Кӑнтӑр полюсне ҫул кӑтартса ҫутатать. Гленарван пуҫӗпе сулса килӗшни ҫинчен пӗлтерчӗ. Индеецсем вӗсен тивӗҫлӗхне пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене килти ӑратлӑ выльӑх вырӑнӗнче усраҫҫӗ. Иккӗленмелле пек. Эпӗ ӑна лӑпкӑн — кирек-мӗнле айӑпласан та, эпӗ таса чӗререн каласа парса, ҫав айӑпа сирме шанни ҫинчен каласа патӑм. Вӑл мрамор пек шуралса кайрӗ, ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле йӑлтӑртатса илчӗ. — Пултараймастӑп. — Патшасен брильянтсем тӑвӗ-тӑвӗпех выртаҫҫӗ. Акӑ эпӗ пур, эсир те ҫав шутрах, — ниме те кирлӗ мар… Ҫапла каларӗ те, сенӗкне пӑрахса пилеш патне кайса тӑчӗ. Лосьпа Гусев аппарат ӑш-чикне сӑмах чӗнмесӗр, васкамасӑр тирпейлеме пуҫларӗҫ. — Тӗрӗс, Паганель! — терӗ майор. — Э, пӗлтем. — Тӗрӗс мар, — терӗҫ Беловзоровпа тепӗр господин, отставкӑри капитан тенӗскер, вӑл хӗрӗхелле ҫывхарнӑ, нӗрсӗр шатра питлӗ, арап пек кӑтра, курпунтарах, кукӑр ураллӑ, эполетсӑр тӑхӑннӑ ҫар сюртукне тӳмелемен. Праскухин хӑраса ӳкрӗ, кӑлӑхах пулмарӗ-ши ун хӑрани — тен, бомба инҫете ӳкнӗ, унӑн трубки те ҫывӑхрах чӑшлатмасть-и, тен, ахаль ҫеҫ чӑшлатнӑн туйӑнать-и, тен. — Мӗнле, французсене пур ҫӗртен те хӑваласа кӑларнӑ-и? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл священникрен. Фляжкӑна йӗркерен пара-пара тухрӗҫ. Анчах ку вӑрманта лайӑх мар тӗлпулусенчен хӑрамалла мар тесе ҫирӗплетрӗ Гаррис, тӗл пулсан та, куҫса ҫӳрекен индеецсемпе ҫеҫ. Мӗн пирки? Ҫил ҫинче пулнипе кӳпшекленнӗ, хӗрлӗ, ыйхӑллӑ сӑн-питлӗ Егоров, Гагарченко, Паусов, ҫӑварӗсенчи пирусӗсене кӑлармасӑрах, пӗр-пӗринпе междометисемпе кӑна перкелешсе илеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра тата тепӗр килкартинчи ҫуртсем ҫунма пуҫларӗҫ, епле пулсан та выльӑх картин стенине часрах сӳтсе пӑрахмаллаччӗ. — Паллах! Василиса Егоровна пире пит те лайӑх йышӑнчӗ, мана тахҫантанпа палласа пурӑннӑ ҫывӑх ҫын пекех пӑхма пуҫларӗ. Вӗсем хуллен силленнипе, сывлӑшра тӗрлӗ-тӗрлӗ чечексен шупка мӗлкийӗсем вӗҫсе ҫӳренӗн туйӑннӑ. Княгиня та ман ҫине ҫавӑн пек сӑнпах пӑхрӗ, вӑл Варенька майлӑ пулас. Анчах Дмитрий ман умра пушшех хӗрӳ тавлашма пуҫларӗ, Любовь Сергеевна вара эпӗ кӗнипе хӑраса ӳкнӗ пек пулчӗ те, кама каланине уйрӑмах палӑртмасӑр, ҫапла каласа хучӗ: «Ватӑ ҫынсем тӗрӗс калаҫҫӗ — si jeunesse savait, si vieillesse pouvait». Анчах ҫак пысӑк шухӑшлӑ сӑмахсем тавлашӑва чараймарӗҫ, мана кӑна: тӗрӗслӗх Любовь Сергеевнӑпа хамӑн тусӑм енче мар пулмалла, тесе шухӑшлаттарчӗҫ. Ҫур ҫултан вӗсем аппаратсем туса пӗтереҫҫӗ, кунта вӗҫсе ҫитме вара… …Гусев тайӑлчӗ те сӗтел ҫине йывӑррӑн ларчӗ. Хӑш чухне вӑл упаленсе те пӑхнӑ, пӗрмай костыль ҫинче каясси пит ывӑнтарнӑ. Анчах мӗн тери инҫе-ҫке Америка ҫыранӗ! Вӑл ҫӗнтерет сире. Хутортан тухнӑ чухне Разметнов ӑйӑра уттарма пуҫларӗ те ҫӗвӗллӗ ҫамкине ҫаннипе шӑлса илчӗ. Тата акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче самолета эпӗ мӗнле меслетпе креплени тӑватӑп, ҫавӑн ҫинчен ӳкерсе кӑтартма хушрӗ, кун пирки мана уйрӑм статья ҫырса «Граждан авиаци» журналне яма сӗнчӗ. Алӑк чӗриклетни, такам васкаса кӗни, тухни илтӗнчӗ: — Егорушка! Вӗсем пире хӑвалама тытӑнчӗҫ: унтан — кӗррӗс! кӗррӗс! кӗррӗс! персе ячӗҫ, пульӑсем пирӗн пуҫсем урлах шӑхӑрса иртеҫҫӗ. Таҫта инҫетре, тӗттӗмлӗх ӑшӗнче, йытӑсем ӳлесе вӗреҫҫӗ. Ку — пурӑнӑҫӑн тӗттӗмлӗх пусса лартайман пурӑнӑҫӑн темле юлашкийӗсем ҫинчен аса илтерет. Ну, каятӑп эппин… Михин подпоручик, пӗчӗк пӳллӗ, хавшак кӑкӑрлӑ яш, шатрапа та кук тӗррипе витӗннӗ кӗре питлӗскер, ачаш хура куҫӗсем хӑйӗн, хӑранӑ евӗр, хӑюсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, сасартӑк куҫҫуль тапса тухмаллах хӗрелсе кайрӗ. Учениксем ҫак машинӑпа кунсерен ултшар сехет ларса упражненисем тӑваҫҫӗ, профессор мана вӗсем ҫырса пынӑ пысӑк форматлӑ темиҫе хулӑн фолиант кӑтартрӗ, вӗсем ҫине туллиех тӗрлӗ пуплев татӑкӗсем ҫырса тултарнӑ. Ҫак питех те пуян материалсем тӑрӑх, профессор пӗтӗм наукӑсемпе искусствӑсем ҫинчен кӗнекесен пуххине ҫырма хатӗрленет. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, Лагадо хулинче ҫакнашкал пилӗкҫӗр станок туса лартма ҫителӗклӗ таран укҫа-тенкӗ пухма май килсен, хула пуҫлӑхӗсене станоксене ҫавӑрнӑ май ҫырса пынӑ пуплев сыпӑкӗсене пӗр ҫӗре пӗрлештерме ӳкӗте кӳртсен, профессор хӑйӗн задачине ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫланӑ пулӗччӗ. Маччана тахҫан ӗлӗк шурӑ хут ҫыпӑҫтарнӑ пулнӑ, халӗ ҫав хут тӗл-тӗл хӑмпӑланса тухнӑ, ҫурӑлса пӗтнӗ, ӑҫта килчӗ унтан хӑйпӑнса, чыссӑррӑн таткаланса тӑнӑ; урайӗнче кӗпе-йӗмсем, атӑсем, кӗнекесем, хут татӑкӗсем сапаланса выртнӑ… Хисеплӗ ҫынӗ тӳрех чухласа илчӗ те: «Апла пулсан, пирӗн енчен сана — тав!» терӗ, картузне те илсе. Евангелие шанас пулсан, чи хисеплӗ сывлӑшӑн та тӗлӗнмелле ӑнсӑртлӑхсем пулнӑ. Лешӗ, морж пек, шыва пӗрӗхет, аллисемпе хӑвӑрттӑн шыв ҫине ҫапса пырса, ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑнӑ выртать, пуҫхӗрлӗ чикеленсе илет, ывӑнса ҫитсен, месерле выртса ишет, ҫутӑ хӗвеле хирӗҫ пулсан, куҫӗсене хӗсет те аллисене сарса пӑрахать, кӑшт кукӑрӑлса, вилнӗ пек хускалми пулса выртать. Андрей, мӑйӑхне турткаласа, Павел ҫине пӑхса илчӗ. Мана пӑчӑ, унтан сивӗ, унтан каллех пӑчӑ пулса кайрӗ, эпӗ хама хам лӑплантарас тесе, ним хумханмасӑр шухӑшлас тесе, витӗнкӗҫе сирсе пӑрахрӑм. Эпир лӑпӑртатас пулсан, ӑна ҫакса вӗлермесен, вӑл пире, кушак ҫурине путарнӑ пекех, шыва путарӗ… Эпӗ кун пеккине флотра та илтмен!.. Ҫав тапхӑрта темӗн пулма пултаратчӗ, ӑна калама хӗн, анчах, телее пула, ҫав тапхӑрта Полли мӑнаккӑшӗ пӑшӑрханнӑ пек пӑхни иртсе кайрӗ те, вӑл, хӑй те пӗлмесӗрех, Тома ҫӑлӑнса тухма пулӑшрӗ. Хӑйне кунашкал парне тивнипе лешӗ, Дубровский сӗнӗвӗпе француз тӗлӗннинчен кая мар, тӗлӗнчӗ. Лӑпкӑ каҫа вӗҫӗмсӗр пӑшал сасса те пулемёт шӑтӑртатни хупласа хучӗ, ӑнран кайнӑ обывательсем, хӑйсен ӑшӑ кровачӗсем ҫинчен сиксе тӑрса, чӳречесем ҫумне ҫыпӑҫрӗҫ. Эпӗ ӑна ыранах Марья Ивановнӑпа ҫула тухса каймашкӑн хатӗр тӑма хушрӑм. Эсир пирӗн историе кӑштах та пулсан пӗлетӗр-и? Елена, амӑшӗн урисем патне ӳксе, унӑн чӗркуҫҫийӗсене ыталаса илчӗ. Пӗтем сасӑпа мӗкӗр!.. Унпа эпир ребус вуланӑ чух туслашрӑмӑр. Павел шинеле туртарах хурларӗ те вӑрман урлӑ хӑвӑрттӑн хуланалла уттарчӗ. Яланах тӗреклӗ. Артём шӑлнӗшӗн хуйхӑрса ҫӳренипе, ӑна мӗн пуласса пӗлменнипе канӑҫне ҫухатнӑччӗ. Хӳшӗ кӗтессинче кукленсе ларса вӑл ҫӗре сура-сура чӗлӗм туртнине, унтан сӑмса айӗнче темскер мӑрӑлтатса юрланине астӑватӑп. Шуйттан илесшӗ, ку сценӑна курнӑ чух партерти малти ретре ларма та хӑрушӑччӗ. Эпӗ ун чухнех хама хам ҫапла каларӑм: вырӑс искусстви хӑй халӑхӗ таҫта инҫете хӗрӳллӗн сикме тӑрӑшнине аран-аран чарса тӑрать, терӗм. Пӗр салтакӗ повозка ҫинелле пӗшкӗннӗ те чӗтрекелесе илет, мӑш-мӑш тукаласа, пуҫне сулкалать. Мур ҫине! Сана юратакан хӗрсенчен мар-и?.. Вӗсем вырӑсла та мар иккен, — хушса хучӗ вӑл, ҫӳхе хут листисене суйлакаласа. Мӗне вӗрентнӗ мана? Тавтапуҫ килнӗшӗн. Эпир текех кун пек пурнӑҫпа пурӑнма килӗшместпӗр!» — тесе калӗҫ, — ӗненӳллӗн янӑрарӗ Софья сасси. — Вӑл йывӑр аманнӑ пулӗ? Ҫак иккӗмӗш кунӗнче пассажирсем, утравӑн шал еннерех кӗрсе, тата тепӗр экскурси туса ирттерчӗҫ. Опанас Иванович сӑмахӗсене хӗвелӗн шартаракан пайӑркисем ҫутатса тӑнӑ пек, Аня ун ҫине куҫне хӗссе пӑхрӗ. — Хут укҫапа мар, ылтӑнпа тӳлемелле. Кучерӗ, хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ, ҫӳҫне ҫавракалатса каснӑ, кӑвакрах тӗслӗ сӑхман тата така тирӗнчен ҫӗленӗ лутра ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, пилӗкне чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ ҫамрӑк, унпа юнашар танлӑн ларса пынӑ. — Хӑш чух пулать… — Ку вӑл, йӗкӗт, аван, — килӗшрӗ сасартӑках кулма пӑрахнӑ тимӗрҫ. Манӑн паян пуҫ ыратать. Унӑн пысӑк мар кӑвак сухаллӑ ахаль вырӑс ҫыннин пит-куҫӗ, хӗвелпе пиҫнӗскер, сывлӑмпа йӗпеннӗ, ун ҫинче кӑвак юн тымарӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ; — Анчах камсене-ха? Эпӗ ывӑнтӑм, — выртма юрать-и?.. — ыйтрӗ вӑл. Амӑшне темшӗн вӗсем пурте унӑн ывӑлӗпе юлташӗсен ӳт-пӗвӗ ҫинчен, вӗри юнпа, чӗрӗ вӑйпа тулнӑ ҫамрӑксен ҫан-ҫурӑмӗпе вӗсен кӗлеткисен уйрӑм пайӗсем ҫинчен калаҫнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫав хытӑ кӑмӑллӑ, никампа та уҫҫӑн калаҫман ҫын, сахал пӗлекен, тен тата юратсах кайман хӗрарӑма шанса, хӑй ҫинчен каласа парасшӑн пулни ытла та тӗлӗнмелле пек туйӑннӑ. — Эпӗ, Паша, хама ҫирӗп тытма тӑрӑшӑп, — сӑмах пачӗ амӑшӗ. Кам йытти ку, тетӗп? Майор вара питӗ виҫеллӗн шӑвӑнать, малалла татах йывӑрлӑхсем пулӗ-ши тесе, вӑл вӑйне нимӗн те ытлашши сая ярса пымасть. Ҫынсен ҫак пӑлханӑвӗнче темле тӗлӗнмелле илем пур. Халех ак кама та пулин ҫапса ярать ку, — тесе шухӑшлать. Унӑн та теорисем нумай. Ҫак мӗнпур ӗҫ мӗнпе пӗтессине эпӗ пӗлместӗп, анчах сирӗн тусӑрсем — ылханлӑ киревсӗрсем. Начаркка ҫеҫ тумланнӑ пулин те, шӑм-шакӗ чипер хӑйӗн, ӳлӗмрен пит илемлӗ пулассӑн туйӑнать. Пурте вараланчӑк ҫитсӑ кӗпесем тӑхӑннӑ, кӑкӑрлӑхсем ҫакса янӑ. Ҫавӑнтах кӑвакарчӑн пек ун ури вӗҫнелле вӗҫсе анӑттӑм! — Халь ӑҫта вара вӑл? — Ай, тупата, тупата, мӗскӗн Кандов! 1686 ҫулта Дэвид тупнӑ, Кукпа Лапоруа тӗпченӗ Мункун утравӗ — ун чӑн ячӗ Ваи-Ху е Рапа-Нуи — кӑнтӑр широтин 27 градусӗпе хӗвелтухӑҫ долготин 112 градусӗнче вырнаҫнӑ Эппин. Тӑватӑ хӗрарӑм ӑна аллисенчен ярса илнӗ, пиллӗкмӗшӗ пысӑк шалча тытнӑ та хыҫалтан утса пырать; сылтӑм енче, пӗтӗм кӗлеткипе лӑстӑр-лӑстӑр силленсе, Игнатенок амӑшӗ арҫынла пысӑк утӑмсемпе утӑмлать, сулахай енче вара, пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнсене пайланса, ытти хӗрарӑмсем талпӑнса пыраҫҫӗ. Артюхин Павела тин палласа илчӗ, — алли хулпуҫҫи ҫинчен шуса анчӗ, сӑн-пичӗ ҫемҫелчӗ, анчах куҫӗсем, ещӗк ҫине тинкерсе тем ыйтас пек чарӑнса тӑчӗҫ. — Калӑр-ха, — каллех ыйтрӗ Елена: — болгар чӗлхине вӗренме йывӑр-и? Ҫавӑн пек ҫуха камӑн та пулин пур тесен, эпӗ тем хурса тупӑшма хатӗр! Лӑпӑртатса ан тӑрӑр!.. Итлетӗп. Вӑл начарланнӑ, ватӑлнӑ, шурса кайнӑ пӗкӗрӗлсе кӗнӗ; вӑл, пӗр чарӑнмасӑрах тенӗ пек, типӗ ӳслӗкпе ӳсӗрет, путса кӗнӗ куҫӗсем тӗлӗнмелле ҫутӑпа ялтӑртатаҫҫӗ. Телескоп ҫӑлтӑрсен пысӑкӑшне мар, вӗсен шучӗсене кӑна ӳстерет. Юнашарти пӳлӗмрен пӗр хӗр — ялсоветри дежурнӑй — хӑюсӑр утса тухрӗ. Вӑл вӑхӑтра вокзала халӑх хытах тапӑнать, тепӗр чухне ҫынсем чышкисемпех ҫапӑҫаҫҫӗ. Ҫил-тӑвӑл чухнехи ҫутҫанталӑк поэзийӗн чӑн ҫӳллӗ тӳпине улӑхать. Юлашки икӗ сӑмахран gonue тата austral тенисенчен иккӗмӗшӗ кӑна ӑнланмалла. Унӑн кулли те, пысӑк та йывӑр хырӑмӗ те, шурӑхнӑ сӑн-пичӗ те чуна питӗ хумхантарнӑ, ҫавӑнпа та Воропаев ун ҫине юратса пӑрахнӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать. — Эпӗ санпа… эсӗ хӑвна ху аван мар тыткалани, эсӗ… закона пӑсакансемпе, пӑлхавҫӑсемпе, ырӑ мар ҫынсемпе ҫыхӑну тытнӑ пирки калаҫас тетӗп. — Камӑн тетӗр-и? Яков ӑна хывса ҫуралнӑ. Ҫакӑнтах вара ӑна Нагульнов хытӑ асӑрхаттарчӗ: — Эсӗ, старик, татах пусса вӗлереймен качака пек ҫухӑратӑн пулсан — ҫийӗнчех пухуран кӑларса яратпӑр! «Андрюшенька! — чутах кӑшкӑрса ямарӗ вӑл. Вӑл сывпуллашнӑ чухне мана каларӗ:— Сулахаййи суккӑрланнӑ пулсан татахчӗ — халӗ мӗнле перес ӗнтӗ манӑн, — терӗ. Марья Кириловна, ҫав тери хыпӑнса ӳксе, хӑйне ашшӗ тухма ирӗк панипе усӑ курма васкарӗ. Амӑшӗ Павел Рыбина ӑнланманнине туйрӗ, вӑл куҫне хӗссе лартнине курчӗ, — ҫилленет ӗнтӗ ку. Эпӗ — макӑрмарӑм, анчах та астӑватӑп — мана пӑрлӑ ҫил пырса ҫапнӑ пекех пулчӗ. Манӑн вара юри хӑтланмалли сӑлтавӑм ҫук — эпӗ ухмах… Укҫа тӗлӗшӗнчен унӑн аптӑраса тӑрасси пулман, ҫавӑнпа та вӑл тата пӗр пысӑках мар тупӑ туянчӗ те, ӑна яхтӑн сӑмси ҫине вырнаҫтарса лартрӗ. — Ах, — тесе кӑшкӑрса ятӑм та вырӑнтан сиксе тӑтӑм. Алӑка уҫса ярсанах, пырса ҫитнӗ ҫынсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑк тӗттӗмлӗхӗнче хурлӑхлӑ япала курчӗҫ. Яков Лукич арӑмӗ, килте нимле офицер та ҫук, пулман та тесе, карчӑксене кӑлӑхах ӳкӗтленӗ. План тунӑ чух апла юрамасть терӗмӗр-ҫке. Голова ку!» кӑшкӑра-кӑшкӑра аяккалла тарса пӗтрӗҫ йӗкӗтсем. Мардохай темиҫе хутчен те пӗчӗк чӳрече ҫине пӑха-пӑха илчӗ, ҫакӑнтан вара Тарас вӗсем хӑйӗн пирки калаҫнине тавҫӑрса илчӗ. Ну мӗн вара? Мӗн пур-ха пирӗн халь, 1936 ҫулта? Вӑл, Мересьев, ведущи, ертсе пыраканни, Петров — ун хыҫҫӑн пыраканни. Ҫав чаплӑн ҫӗкленсе тӑракан тӗмеске, пӗтӗмӗшпех шӗлтӗркке вӗтӗ хупӑллӑ кӗмӗл кольчуга тӑхӑнса, кӗрхи ҫеҫенхире хуралласа тӑнӑн туйӑнать. Вулама пуҫӑниччен секретарӗ, яланхи пекех, тутӑрсӑр-мӗнсӗр сӑмсине шӑнкартса тасатрӗ те хӑйӗн кулленхи сассипе ҫапла вулама тытӑнчӗ: «Миргород поветӗнчи дворянин Довгочхун Иван Никифоров ыйтать, мӗн ҫинченне малалли пунктсем кӑтартӗҫ: 1. Начарланса, шуралса кайрӗ, сӑнран та йӑваш мар ӗнтӗ вӑл, пӑхасса та халичченхи пек тӳлеккӗн пӑхмасть, ҫӑлкуҫӗ пек йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсем те тӗксӗмленнӗ пек. Мӗн пулса иртни тепӗр кунхине паллӑ пулчӗ. Ҫапла эпӗ темиҫе сехет хушши выртрӑм. Курт Краузе ним чӗнмесӗр ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинелле антарчӗ. Ҫӑрттантан питне пӑрса, Давыдов:— Ну, халӗ мӗн тӑвӑпӑр? — тесе ыйтрӗ. — Адмиралтействӑри лордсен чӗрисем, — терӗ Мак-Набс, — Портланд цементӗнчен хытӑрах пулмасан, вӑл хӑйӗн ӗҫне тӑвӗ. Ан хӑра, тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫакӑ унпа малтанхи хут мӗнле пулнине те астӑвать-ха вӑл. Ҫавӑнтах ӑна тата тепӗр майлӑ шухӑш та кӳрентерчӗ, кӑмӑлсӑр та пулчӗ вӑл: «Ҫав ашкӑнчӑксен юнӗ вӗри мар-и вара?.. Артём ман ҫинчен нимӗн те пӗлмест, мӗншӗн-ха ун патӗнче ухтарнӑ. Чугун ҫул хӗррипе темле ҫынсем иртсе ҫӳретчӗҫ, те хамӑрӑннисемччӗ вӗсем, те нимӗҫсемччӗ. Ҫав ҫын мана тӳрех те ҫирӗппӗнех хӑй ҫумне ҫыхӑнтарса хучӗ: эпӗ ун ҫине пӗр чарӑнмасӑр тӗлӗнсе пӑхаттӑм, ҫӑвара карса пӑрахса итлеттӗм. Леш мӗн тенӗ-ши вара? «Шуйттанах ку!» — тесе шухӑшларӑм. Мазурка ташши пуҫланчӗ. Эпӗ сулахай алӑпа мӗнпур вӑйран султӑм та чавсапа ӑна шӑп кӑна питӗнчен лектертӗм. — Мана вӑл хут ҫӗленсене юсаса паратчӗ, вӑлтасене те ҫыхса паратчӗ. Малтан питӗ вӑйлӑ ӗҫкӗ ӗҫрӗҫ, унтан сунара тухса кайрӗҫ. Ҫав кунсем ҫитсен, халь ытлашши ҫиекенсем намӑсран тухаймӗҫ. — Эсир ӑҫта чарӑнма шутлатӑр? — ыйтрӗ лесовод. Ҫырла ҫупкӑмӗсем хӗвелӗн тӗксӗм тумламӗсемпе ҫутӑлнӑ. Мӗн кулмалли пур унта! — тавӑрчӗ Марьяна, анчах унӑн куҫӗсем Оленин унран кулманнине, вӑл епле ҫирӗп пӗлни ҫинчен каларӗҫ. Ачасем мана ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ пек — харӑссӑн «ура» кӑшкӑрса, ман хыҫҫӑн чупаҫҫӗ. Эпӗ тӗлӗнсе ӑна питӗнчен пӑхрӑм — пичӗ тем шухӑшлӑ та кӑмӑллӑ пек туйӑнчӗ. Джемма, туйӑмлӑ нотӑсене юрласа, пуҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ чухне, ҫакӑн пек куҫсемпе пӑхсан тӳпе те ҫурӑлса, таткаланса каймасӑр чӑтас ҫук пек туйӑнчӗ Санина. Килӗшетӗр-и эсир кунпа? Эпӗ Саня ҫине тӗллесе кӑтартрӑм. — Мана итле-ха, Анна, — терӗ вӑл, йӑмӑкӗпе иккӗшех юлсан. «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» — тесе тӗлӗннӗ Адриан. — Ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫнине Ромашев итлесе тӑрать, унтан ӑна элеклесе парать, тетӗн. Тем пек асапланчӗ вӑл, ахлатрӗ, ыратни кӑшт тамалсанах Григорий Александровича: мана ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эсӗ ҫывӑрма кай, тесе йӑлӑна пуҫларӗ, ун аллине чуп турӗ, хӑй аллинчен кӑлармарӗ ӑна. Халӗ пире ҫӑмӑлтарах ӗнтӗ, эпир — иккӗн. Чылайранпа ӗнтӗ вӑл вӗри температурӑпа ҫӳретчӗ, анчах паян акӑ унӑн ҫанҫурӑмӗ ытах та пӗҫере пуҫларӗ. Ку шухӑш уншӑн ҫӗнӗ пулман курӑнать. Тепӗр минутран вӑл чӑнахах та тухрӗ, тарӑннӑн сывласа илсе пиччӗшӗ патне пычӗ. «Чимӗр-ха, эппин, эпӗ сире хам ӑҫта пулнине каласа парам», терӗ городничий. Фома, хыҫалалла ярса пуссанах, хӑйпе ҫуммӑн пӗчӗкрех чӑмӑр этем тӑнине курса кайнӑ, вӑл Маякина пуҫ тайса, хӑйӑлтӑк сасӑпа:— Сывӑ-и, атте! — тенӗ. Шыв юххине чулсемпе, пылчӑкпа картласа лартма тӑрӑшакан икӗ арҫын ача, карчӑк сассине илтсен, тӳрех аяккалла тапса сикрӗҫ, лешӗ вара ҫӗртен турпас илсе ун ҫине сурчӗ те ӑна шыва пӑрахрӗ. Эпӗ атте ҫине пӑхса тӑратӑп, вӑл та, тенкел ҫинче сулланкаласа ларнӑ май, ман ҫине пӑхать. Эпӗ гварди офицерӗ пулатӑп, ман шутӑмпа, этемшӗн унтан лайӑххи ним те ҫук пек. Ку путсӗрсем, паллах, вӗсене Казондене илсе кайрӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем ытахальтен, шухӑшласа пӑхмасӑр хӑтланаҫҫӗ тесе ан шутла эсӗ. — Тӑкӑсланса ҫитрӗ пурнӑҫ, тӑкӑсланчӗ… — ҫирӗплетрӗ Яков Лукич та. — Хӑвӑрах куратӑр. Яковпа тӗл пулсан, поручик халь йӗрӗннӗ пек пулса, пӳрнипе картузне тӗкӗннӗ ҫеҫ, тата таҫти инҫетри, питӗ пӗчӗк япала ҫине пӑхнӑ пек, куҫӗсене хӗссе пӑхнӑ, анчах унччен малтан кӑмӑллӑрах, ҫепӗҫрехчӗ, халӑх нумай ҫӗрте картла выляма Яковран кивҫен укҫа илнӗ е малтанхи парама тӳлессине каярах хӑварма ыйтнӑ чух, ӑна ырласа пӗрре кӑна мар каланӑ: — Сирӗн, Артамонов, артиллерист кӗлетки. — Ҫапла тума тивет. Ункӑ варринче регуляторсен начальникӗн патмар кӗлетки курӑнса тӑнӑ, ҫавӑнтах Вудли Пойндекстер те пулнӑ, унпа юнашар тата Кассий Кольхаун. Ун патне сарлака хура сухаллӑ тепӗр лавҫӑ, лутра та платнаскер, кӗпине шӑлаварӗ ӑшӗнчен кӑларса жилетка тӑхӑннӑскер, чупса пычӗ. Вӑл ӳсӗрнӗ чухнехи пек хулӑн сасӑпа кулса ячӗ те:— Тӑвансем! Дымов ҫӗлен вӗлерчӗ! Гуигнгнм автора хӑй килне илсе каять. Каҫӑхми хуйхӑ та асап, ҫын курайманни, пӗтӗм шанчӑк пӗтни… — Ҫапла ӗнтӗ, эсир хӑвӑрах куратӑр, — терӗм эпӗ мӗн пултарнӑ таран лӑпкӑ сасӑпа, ирӗксӗрех кулнӑ пек туса; — эсир хӑвӑрах куратӑр эпӗ сире качча илейменнине. Урӑхла мӗнле пултӑр-ха? — Анчах та жандармсем килмеҫҫӗ! — терӗ Николай, хӑйӗн калавне сасартӑк татса. — Сана ҫакӑн валли укҫа кирлӗ-и? — О чунӑм! — терӗ Ромашов хӗрӳн. — Унӑн ячӗ ҫавӑн пек аташусемпе ҫӗкленнӗ. Виктор хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, юланутлӑ петлюровец пӑшал сасси еннелле сиккипе вӗҫтерчӗ. Хӑй тавра ҫавӑрӑнса пырса вӑл, кӳлӗ шывне ӗҫсе илет те, пӗлӗтелле тем пысӑкӑш юпа пек ҫӗклесе ыткӑнтарать. Эпир кунтан тухса каятпӑр, Яков Лукич. — Ах, мӗн тери тӑмсан эпӗ! — терӗ вӑл, ман ҫине пӑхса тата кулма тӑрӑшса: — хӑшпӗр чухне вӗт пӗр сӑлтавсӑрах йӗретӗн. — Ну, — терӗ те Зурин, малалла калама пуҫларӗ, — юрӗ, тейӗпӗр, апла пулсан. Кӑнтӑрла иртсе виҫӗ сехет ҫитсен, «Дункан» Тристан д'Акунья ҫинчи Фальмут бухтине кӗчӗ. — Халӗ пирӗн уйрӑмах йывӑр вӑхӑт. — Пит чее тунӑ, Том Сойер та кунтан аванрах шухӑшласа кӑларайрас ҫук, — терӗ Джим. Ҫапла вӑл ҫухрӑм ҫурӑна яхӑнах чуптарса кайрӗ, унтан сасартӑк, юр шӑлса лартнӑ тепӗр вырӑнта, йӗрсем ҫухалнине асӑрхарӗ. Лашине вӑртах ҫавӑрса тӑратрӗ, йӗрсене юр шӑлса лартман-ши тесе, лаши ҫинчен сиксе анчӗ, ҫула тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Петр пире шанмасть-и?.. — Эпӗ. — Такам куляннипе кулянманни уншӑн яланах ним те марччӗ, тӗрлӗрен юратусем тӗлӗшпе вара Тимофей санпа манран чылай иртсе кайрӗ. Хуторти ҫак авторитетлӑ ҫын, Яков Лукич, хӑй колхоза кӗни ҫинчен пӗлтерсен, пӗр харӑсах вӑтӑр пӗр ҫын заявлени ҫырса пани те Давыдов кӑмӑлне кайрӗ. — Сирӗнпе ик енлӗ выляма-и? — Каялла! Е ку ҫутта эпӗ куратӑп пулсан, ӑна Сильвер та хӑйӗн шурлӑхри лагерӗнчен курма пултарать. Ҫав уйра ҫимӗк чухне хулари мещенсем пуху тӑватчӗҫ; кукамай мана калатчӗ: вӑл ҫамрӑк чухне халӑх Ярилӑна ӗненнӗ, ӑна парне панӑ, тет, — урапа кускӑҫӗ илсе ӑна смалаланӑ пакляпа чӑрканӑ та ту ҫинчен анаталла кустарса ярса, кӑшкӑрса юрӑсем юрласа, вутлӑ кускӑҫ Ока патне кусса ҫитет-и-ха тесе, астуса пӑхса тӑнӑ, тет. Вунпиллӗкмӗш ӗмӗрӗн варринче Дж. Фонтанӑн «Ҫутҫанталӑкри пур япаласемпе пӗлӗтсене шутаракан ангелсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке» ятлӑ сочиненийӗ тухнӑ. — Пурте пӗрешкел-и? — ыйтрӗ Рыбин Софьйӑран. Халӑх тарӑхса кайрӗ. Тепӗр самантранах шуйхӑнма тытӑнчӗҫ. Ку Соломон сухалӗнче вунпилӗк пӗрчӗ кӑна курӑнать, вӗсем те сулахай енче кӑна. Эпӗ унӑн хашисене кӗтме пуҫларӑм, вӑл вара мана апат юлашкисене ывӑта-ывӑта парать, — вӗсем йӳҫекчӗ». Ҫакӑнта пулнӑ ҫынсенчен айӑпланакан ҫынна паллакан сахал пулнӑ. Вӑл хунар ҫутрӗ, штурвал кустӑрми патне пырса кирлӗ пек пралука тупрӗ, ӑна пӑтаран ҫаклатрӗ те кустӑрмана хӑвӑрт ҫавӑрса ячӗ. Мартини, ҫав вӑхӑтра эсир кунтан ниҫта та кайман-и? Хӗрлӗ шывра ишсе ҫӳрекен кит акӑш-макӑш пысӑк курӑнать. Вышимирский каллех шӑлӗсене шатӑртаттарчӗ. — Ара, эсир, сэр, ан хӑрӑр, вӑл пире виҫсӗмӗре те аванах ҫӗклет. Нумайччен хытӑ ҫапӑҫса хӑтланнӑ хыҫҫӑн Том ҫарӗ ҫиеле тухрӗ. — Чим-ха, эсир хӑвӑр Настасья Петровна мар-и? Урӑх уралантарма ҫуках пӗтсе ларчӗ-ши вара вӗсен ӗҫӗ? Ҫак укҫасем патне ҫитес тесе вӑл пӗтӗм чунӗпе тӑрӑшнӑ. Акӑ ӗнтӗ пӗр самант хушшинче пурте ишӗлсе анчӗҫ. Анчах вӑл пуҫри ӑстӑнне ҫухатмарӑр, ыттисене хӑйсемшӗн мӗн тери асаплӑх ҫитсе тӑнине ӑнланса иличчен, хӑйӗн малашнехи ӗҫӗсен планне улӑштарма та ӗлкӗрчӗ. «Сана мӗн кирлӗ?» Анчах та ҫак типӗ те сивӗ сӑмахсем хушшинченех мана пачах урӑх сӑмахсем аса килчӗҫ, эпӗ вара хам ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ Катьӑна куҫ умне ӳкертӗм. Халь вара кам ӑса кӗртме пултарнӑ ҫав ӗҫсӗр аптраса пурӑнакан полици пуҫлӑхне? Кирила Петрович, хӑй чурийӗн харсӑр сӑмахне илтсен, ахӑрса кулса ярать, ун хыҫҫӑн хӑнисем те, — йытӑ пӑхаканӑн шӳчӗ вӗсене хӑйсене те тивнине туйрӗҫ пулин те, — ахӑлтатса илеҫҫӗ. Юлашки кунсенче вӑл пӗрмаях таҫта кайса ҫӳрет те нумайччен тавӑрӑнмасть. Андрей ӑна сасартӑках асӑрхарӗ. Вара вӑл ҫавӑнтах винтовкине вӗҫертсе илчӗ те чӑрӑш вулли хыҫне пӗшкӗнсе ларса итлеме тытӑнчӗ. Сирӗн картишӗрте сӗм-тӗттӗм… Александра Ивановна ҫаплах тапранмасӑр ларчӗ. Акӑ чей те илсе килчӗҫ. Лешсем чӗнмерӗҫ-ха, куҫӗсене ҫаплах ун ҫинчен илмерӗҫ. Манӑн чылайччен кӗтсе лармалла пулчӗ; тинех хай хуралҫӑ каялла таврӑнчӗ: «Кӗрех, пирӗн батюшка офицера кӗртме каларӗ», — терӗ вӑл мана. Вӗсем питех те тӗпӗркке тата тутлӑ пулнӑ; вӗсене ҫынсем кӑна мар, кайӑксем те юратнӑ. «Иосафат! — тенӗ хӑй ӑшӗнче сунарҫӑ, сехре хӑпнипе улшӑнса кайнӑ капитан питне курсанах. Малтанах юрӗ, ҫӗре ӳкнӗ-ӳкменех ирӗлсе пыратчӗ, анчах вӑл ӳкнӗҫемӗн нумайрах ӳке пуҫларӗ, юлашкинчен вара вӑл ҫӗре хупласа илчӗ, кӑвайта сӳнтерме, пухса хунӑ типӗ мӑка йӗпетме пуҫларӗ. Йӑлтах аттене ҫырса пӗлтеретӗп. Ку плаката эпӗ — ҫавӑнтанпах астӑватӑп-ха — ҫирӗммӗш ҫултах, Врангель фронтӗнче вуланӑччӗ. Хура Урасем яланах Сиу-Кроу (Сӑхансем), Кри тата ытти йӑхсемпе вӑрҫнӑ, лагерь ҫывӑхӗнчи вырӑнсенче тӑшмансен отрячӗсем пытанса ҫӳренӗ. Вӑл командир патне хӑвӑрт чупса ҫитсе, ун умӗнче чарӑнса тӑрса темскер калама ҫӑварне уҫрӗ ҫеҫ — полковник ӑна типӗ те хытӑ сасӑпа пӳлчӗ: — Мӗншӗн картузсӑр? — Пӗтӗмпех. Говэн пӗр минут шухӑшларӗ те ҫапла хушса хучӗ: — Манӑн лозунг вӑл — яланах малалла! Монастырь хӳми патӗнче васкавлӑн перекен пӑшал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Ҫапах та, ӑҫта кайӗҫ-ха вӗсем? Туфтӑна ҫиленсе кӑшкӑрнӑ сасӑсем хупласа лартрӗҫ: — Ку мӗн тата? Ҫакна вӑл тигр пекех хӑвӑрт турӗ. Анчах такам унран правуртараххи тупӑнчӗ. — Мӗскер вӑл юнлӑ тавӑру? Кун ҫинчен халӗ пӗтӗм легатствӑра калаҫаҫҫӗ ӗнтӗ. Ларакансенчен пӗри, чылай патмар та пысӑкскер, тӗксӗм-симӗс тӑп-тӑп сӑхман тата мамӑклӑ картуз тӑхӑннӑскер, вӑлтапа пулӑ тытать; тепри, имшер те пӗчӗкскер, сапласа пӗтернӗ сюртук тӑхӑннӑскер, ҫара пуҫлӑскер, чӗркуҫҫисем хушшинче ӑман чӳлмекӗ тытса ларать, хутран-ситрен, хӗвелтен сыхланас тенӗ пек, хӑйӗн кӑвак пуҫне шӑла-шӑла илет. «Арктикӑна пӗлсе ҫитес историре ӗҫлекен большевиксенчен пӗри» Григорьев, терӗ вӑл ман ҫинчен. Унтан вара вӑл шӑпах хамӑн «вӗҫне ҫити ӗҫлеме пултаракан талантӑма пула» Совет Арктики наукин хӑйӗн чи интереслӗ страницисенчен пӗри уҫӑлчӗ, терӗ, — ҫакна та хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ, ҫинчен тата пухӑннӑ ҫынсем пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, Кира амӑшӗ вара пуринчен хытӑ ал ҫупрӗ пулас. Тен, кайса пӑскӑртатпӑр? Курсах тӑратӑп, Ярмолӑн часрах вӑрмана ҫитес килет, анчах вӑл сунарҫӑн ҫав чӑтӑмсӑрла кӑмӑлне юри тунӑ сӳрӗклӗхпе пытарать. — Тӗрӗс улпут! — тенӗ Фома алӑк патӗнче ярах курӑнса. — Э-эх, пӗрлӗхенӗм, хура пӗрлӗхен… йӳҫенкӗ ҫырла! — ассӑн сывласа каланӑ вӑл, Фома сӑмахне пӳлсе. — Арӑмне хӑйӗн характерне кӑтартать. Тата питӗ тарӑхса хаярланса килет-хӑ вӑл! Акӑ, сӑмахран, кометӑсем 1531 ҫулта, 1607 ҫулта, 1682 ҫулта курӑннӑ. Унӑн сасси те иксӗмӗр ҫисе янӑ Аркашка автанӗн сасси евӗрлӗ пулнӑ пулӗ. Фома хӑй халичченех хӗрхаллӗ пулсассӑн та, калаҫнисем тӑрӑх арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи интимлӑ вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен пӗлнӗ. Вӗсен ирӗкӗ тапранусӑр, малашлӑх еннелле ӳссе аталанса пыма пултараймасть, хӑйсене пӗрре хӑнӑхнӑ вырӑнтан темскер тул енчен ҫапса ӳкерсессӗн, вӗсем ту ҫинчен чул йӑваланса аннӑ пек, аялалла йӑваланса каяҫҫӗ. — Йывӑр мар… мӗне кирлӗ? — Итле, Андрюха, — терӗ Юргин, — хӑвна ху ҫирӗпрех тытма тӑрӑш, ан парӑн! Кам вӑл Ярски ҫыннисене тырӑ парса яма хушаканни? Вӗсене мӗнле инкекшӗн парса ямалла? Ҫав эсир юлашки хут сеттльментрен таврӑннӑ кунтанпа эпӗ те пӗр минутлӑха та ҫывӑрса кайма пултараймастӑп вӗт. Шыва курсассӑнах такасем тӗрлӗ ҫӗре саланса пӗтеҫҫӗ. Юнашарах баньяна йывӑҫҫисем — вӗсен вӑрри, ҫимӗҫӗ хытӑ хупӑллӑ. Католик манахӗсем темӗн чухлӗ ушкӑнсене пайлана-пайлана тӑнӑ, ҫав ушкӑнсене орденсем тенӗ. Ыранах килӗрен ӗрӗхсе ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ-и тен. Эпӗ юриех курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе пуплевсене тата ҫыру тонне кура, паллах ӗнтӗ, мӑнаҫлӑ вулакан ҫак ҫырӑва илекеннипе ӑна ҫыраканнисем мӗн тери путлӗ ҫынсем иккенне тӗрӗссипех тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ. Вӑл ӗнтӗ пӑрӑнчӑк кӗлеллӗ атӑ тӑхӑннӑ штабс-капитан Михайловпа унӑн рисурс тесе ҫыракан тата географие чухласах кайман юлташӗ ҫинчен, унӑн эс ҫинчи шурчак сӑн-питлӗ тусӗ ҫинчен (пулма та пултарать, тен, ун ҫав Наташӑна таса мар чӗрнеллӗ хӗрарӑм теме те сӑлтав пулнӑ пулӗ), кусем ҫинчен ҫеҫ мар провинцисенче вӑхӑта ахаль сая ярса пурӑнакан пур ҫынсем ҫинчен те, хӑй кӑмӑлламан вараланчӑк ҫынсем ҫинчен ырӑ шухӑшах шухӑшламасть. Анчах штабс-капитан Михайлов, курсивпа паллӑ тунӑ сӑмахсемпе ҫыру тонне пӑхмасӑрах, хӑйӗн кӗпӗрнере пурӑнакан шурчак сӑн-питлӗ тусне калама ҫук хурланчӑклӑ чун киленӗвӗпе аса илчӗ, каҫсерен унпа пӗрле беседкӑра ларнисене, сисӗм-туйӑм ҫинчен калаҫнисене аса илчӗ вӑл, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ улан юлташне аса илчӗ кабинетра ларнӑ чух, пӗрер пус хурса пулькӑ тунӑ чух, вӑл, ҫителӗклӗ взятка илеймен пирки, мӗнле тарӑхнине, унӑн арӑмӗ хӑйсенчен мӗнле кулнине аса илчӗ, — ҫак ҫынсемпе мӗн тери туслӑ пурӑннине аса илчӗ вӑл (шурчак сӑн-питлӗ тусӗ хӑйне ытларах та кӑмӑлланӑн туйӑннӑ-и тен ӑна): ҫак сӑнсем хӑйсен обстановки-мӗнӗпех куҫ умне тухса тӑрса вӗлтлетсе иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна, ҫав тери илемлӗ, савӑнӑҫлӑ, чуна килентермелле-мӗн вӗсем, вӑл вара, хӑйӗн асаилӗвӗсемпе киленсе йӑл кулса илчӗ те, аллипе хуллен ҫеҫ кӗсьине тытса пӑхрӗ, кӗсьинче ун хӑйшӗн питӗ паха, чуна ҫывӑх ҫыру выртать-мӗн. Ҫак аса илӳсем штабс-капитан Михайловшӑн пулсан халь ӗнтӗ пушшех хаклӑ, мӗншӗн тесен кунти, ҫуран ҫар полкӗнчи ҫывӑх ҫынсем, вӑл хӑй ӗлӗкрех, кавалерист тата дамӑсен кавалерӗ пулнӑ чух, Т. хулинче хӑйне пур ҫӗрте те кӑмӑлласа йышӑннӑ чух хутшӑннӑ ҫывӑх ҫынсемпе танлаштарсан, чылай кайра тӑнӑ. Унӑн ӗлӗкрех хутшӑнса пурӑннӑ ҫывӑх ҫыннисем хальхисенчен мӗн тери малта тӑнине ҫакӑнтан та тавҫӑрса илме пулать: пӗр-пӗр чух, пӗр пытармасӑр-тумасӑр калаҫнӑ самантсенче, унӑн ҫуран ҫарти юлташӗсене хӑйӗн дрожка пулни ҫинчен, губернатор патӗнче пулса иртекен балсенче ташлани ҫинчен, штатски генералпа картла выляни ҫинчен каласа пама тӳр килсен, лешсем вӑл каланине ӗненмесӗр тенӗ пекрех, интересленмесӗр-тумасӑр тенӗ пек ҫеҫ итленӗ, вӗсем ӑна, кунпа хирӗҫес мар-ха, «калаҫтӑр-иҫ» тенӗ майлӑрах ҫеҫ итленӗ, вӑл хӑйӗн юлташӗсем эрех ӗҫсе, 5-тенкӗшер банк хурса картла выляса пурӑннине, вӗсем хӑйсене хӑйсем йӗркеллӗ тыткаламаннине курса тӑнӑ ҫӗртенех шарламасӑр чӑтса пурӑннӑ, хӑй вӗсенчен йӗрӗннине палӑртман, ку ӗнтӗ йӑлтах унӑн уйрӑммӑнах йӑваш кӑмӑлӗнчен, вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тума пӗлнинчен, кирек мӗнле ҫынпа та пурӑнма хӑнӑхнинчен килнӗ. Ҫав вӑхӑтра Ганс сасси янӑраса кайрӗ: — Наlt! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Мельбурна тепӗр ҫын ярасси ҫинчен шухӑшлама та ҫук, — терӗ Гленарван. Мана куҫса ҫӳрекен циркра клоун, матадорсен тарҫи пулнӑ ҫынна-и? — Каҫхине килеймӗн-ши тесе пӗлме эпӗ сан патна ҫын ярса пӑхасшӑнччӗ. Джемма ӑна хирӗҫ нимӗн те каламарӗ, унӑн пуҫӗ усӑнса анчӗ те, икӗ пысӑк тумлам куҫҫулӗ Пӑванӑн алли ҫине тумларӗ. — Хӑҫан-и? Икӗ тӗрлӗ пулать: aut Caesar aut nihil. Мур илтӗрех сирӗн табакӑра! Хӑй вӑл ыйхӑллӑччӗ, тӗксӗмччӗ. Базаров пуҫне ҫӗклерӗ. Иртсе пыракан улпут пилӗк пус парса хӑварнӑ пулӗччӗ; хӑйӗн кӳминче ларакан улпут майри пӗр-пӗр ачаран мӗн те пулин парса ярӗччӗ; хресчен ҫур ҫӑкӑр тыттарӗччӗ, арӑмӗ те шӑнҫу парӗччӗ — акмасӑр та, вырмасӑр та вӗҫен кайӑк пек пурӑнма пулатчӗ. Марья Ивановна, аннепе иккӗнех тӑрса юлнӑскер, хӑйен ӗмӗчӗсем ҫинчен каласа панӑ. — Хускалчӗҫ! — терӗ те хӑрах куҫлӑ ҫын, аллисене кӗсъене чиксе, аяккалла хӑлаҫласа кайрӗ. Манӑн мӗнрен хӑрамалли пур-ха?.. Макӑракансем телейлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем… вӗсем… Сывӑ пулӑр. Лактанций ятлӑ пӗр писатель пулнӑ, вӑл ҫапла ҫырнӑ:«Чӑн та тупӑнӗ-ши вара пуҫхӗрлӗ ҫӳрекен ҫынсем пур текен пӗр-пӗр ӑсран кайнӑ юмахҫӑ? — Хайхи сӳсмен пирки ку… лайӑхах тивертрӗ-мӗн… Фабрика стенисенчен инҫетре те мар, нумай пулмасть ҫунса кайнӑ ҫурт вырӑнӗнче, урисемпе кӑмрӑка таптаса, кӗл йӑсӑрлантарса, халӑх тӗкӗлтура ушкӑнӗ пек сӗрлесе тӑрать. Хумсем, кимӗ хӑйӗн ҫулне ҫӗтернине ӑнланнӑ пек, ӑна ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗклесе ярса, кӗсменсем айӗнчен ачаш та сенкер вутпа хӗмленсе, унпа ҫӑмӑллӑн выляҫҫӗ. — Кам «эпӗ»? — Кам маларах парӑнӗ-ха, — терӗ вӑл кулкаласа хӑйне хӑй: — эпӗ-и, решетке-и? — унтан, шӑлӗсене хытӑ ҫыртса, каллех касма пуҫларӗ. Ҫуралнӑ чухнехи хыт пӑрҫалӑхех, теместӗр пулӗ те эсир ҫакна? — Вӑл кунтах-и санӑн? Вилес умӗн унпа сывпуллашас тетӗп». Эпир Российӑра вӗсене, ҫав ҫӗлен-калтасене, вунҫиччӗмӗш ҫулта, хамӑрӑн айванлӑха пула, ирӗке кӑларкаласа ятӑмӑр та, вӗсем кайран хамӑр шӑнӑрсенех касма пуҫларӗҫ. Эпӗ хуланалла хӑпартӑм, уялла тухса карӑм. Куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ те, Лена ун ҫине пӑха-пӑха илсе, Воропаев шӳт тунипе туманнине тӗрӗслерӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫавӑнтах вара командирсӑр юлнӑ тепӗр танк ҫине куҫса ларнӑ та, танковӑй дивизин юлашкийӗсемпе пӗрле, Минск патнелле чакса килекен ҫарсене хӳтӗлесе пынӑ. «Хулара мӗн турӑн вара эсӗ? Тӑхӑрҫӗр чи вӑйлӑ рабочи канатсенчен тытса туртма пуҫланӑ, ҫапла майпа пӗр виҫӗ сехет хушшинче мана урана ҫине хӑпартса хунӑ та урапа ҫумне ҫирӗп ҫыхса лартнӑ. Вӑл тӗттӗм пӳлӗм тупать те выртать, анчах сасартӑк лампӑпа пырса кӗреҫҫӗ. Хӑй лётчик-истребитель пулнӑран, Дегтяренко хӑрушлӑхсенчен шикленми пулса ҫитнӗ. — Ӑҫтан — инҫетрен тетӗн? Ӑна кил-ҫурчӗ тавра ҫынсем чупса ҫӳренӗ пек, пӗтӗм ҫурт хусканнӑ пек туйӑнчӗ. Картишӗнче тем чухлӗ халӑх пулнӑ. Крыльца умӗнче тройка тӑнӑ. Анчах кунта та ҫапӑҫу йӗрӗсем палӑраҫҫӗ: окопсенче те, вӗсен таврашӗнче те, ӑҫта пӑхнӑ унтах, выртаҫҫӗ, тӗрлӗрен хӗҫ-пӑшал таврашӗ, ҫар пурлӑхӗ йӑваланса выртать. Ун сылтӑм енче, шурлӑхра, хура стена пек вӑрман, унта ҫинҫе те ҫара хурӑнсемпе ӑвӑссем кичеммӗн кашлаҫҫӗ. — «Macht auf im Namen des Gesetzes!», — илтӗнчӗ алӑк хыҫӗнчен. — Япалусене кама патӑн-ха эсӗ? Юрӗ, эпӗ савӑнатӑп. Клопский хыттӑн та ҫиллӗн кӑшкӑрчӗ: — Ҫук вӑл! Итлесе пӑхӑр-ха эсир, хӗрарӑмсем епле сӗрлеҫҫӗ, тӗкӗл-турасем пекех, — ҫӑварӗсене пӑкӑласа лартасчӗ! Авӑ, Нагульнова та хӑнклаттарса пӑрахнӑ пулмалла. Тек итлеместӗп те сана. Эпӗ ун патне чӗнме ятӑм. Тимӗр шакканӑ сасӑсем ҫын малтан кӑшкӑрса каланине хупласа хучӗҫ, анчах паровоз патӗнче ӗҫлекенсем патне чупса ҫитсен, Артёмӑн ҫӗкленнӗ мӑлатукӗ ҫаплипех чарӑнса тӑчӗ: — Юлташсем! Вӑл илӗртекен анекдотсене юратать, пӳлӗмре хӗрӗ ҫук пулсан, хӑй те хӑш-пӗр чухне вырӑнлӑ мар ӗҫсем ҫинчен кала-кала кӑтартать. — Нимӗҫсем ҫук-и ялта? Лашасем вигвампа тӗрлӗ япаласене йӑтса пынӑ, вӗсен хыҫӗнче виҫӗ йытӑ вылямалли вигвампа япаласем хунӑ пӗчӗк тюксем йӑтса пынӑ. Лӑп малалла тапранса каяс тенӗ вӑхӑтра алӑк сули патне хуҫи тухрӗ. — Эй, кам унта? Вӑл пилӗк ҫул курман-илтмен, пансионра пӗрле вӗреннӗ юлташӗ Полозов-ши вара ку? Эпир хамӑра ертсе пыракан сунарҫӑ хыҫҫӑн ансӑр сукмаксем тӑрӑх пӗрерӗн-пӗрерӗн ҫеҫ хӑпаратпӑр. Эпӗ кая юласран питӗ хӑрарӑм, ҫавӑнпа та паян ҫинипе ҫименнине те пӗлместӗп. Анчах, ӗмӗтсем пӗр енчен пӗрешкел пулнине: вӗсем пулма пултарайми асамлӑ тӗнчене илсе кӗнине шутламасан, ҫыннине тата вӑл миҫе ҫултине кура кашнин ӗмӗчӗсенче расналӑх паллисем пур. — Мӗн эсӗ? — тӗлӗнсе ыйтрӗ хохол, ун умӗнче чарӑнса тӑрса. «Мӗн ҫак эс! — тесе илчӗ Чуб. Ҫак тӗрмере унӑн чӗри ҫурӑлнӑ. — Манпа пӗрле шӑллӑм пулнӑ. — Паллах, пӗлетӗп, — тавӑрса каларӗ Гакуаль, — ку эскадра. — Ку кайӑк, ахӑртнех, икҫӗр ҫулта пулӗ, Гокинс, — терӗ вӑл. — Попугайсем вӗҫӗ-хӗррисӗр пурӑнаҫҫӗ. Ман попугай курнӑ хӑрушлӑхсене усал ҫеҫ хӑйӗн ӗмӗрӗнче курнӑ пулӗ. Аннене гувернантка пулӑшма тытӑнсан, Наталья Савишнӑна чӑлан ҫӑраҫҫийӗсене тыттараҫҫӗ те кӗпе-йӗм таврашне тата пӗтӗм апат-ҫимӗҫе ун аллине параҫҫӗ. Кунта эпӗ нимӗнсӗрех килтӗм, лайӑх астӑватӑп. Фонтансенчен тӑп-тӑрӑ шыв тапса тӑрать; йывӑҫсем хушшине илемлӗ вазӑсем вырнаҫтарса лартнӑ, вӗсем ҫинчен явӑнса ӳсекен ӳсентӑрансем эрешленсе анаҫҫӗ; ҫурчӗ умӗнчи мрамор юпасем ҫинче куҫкӗски пек икӗ шар йӑлтӑртатса тӑрать, ку тӗкӗрсем вара куҫса ҫӳрекен труппӑна пуҫхӗрлӗ, кулӑшла, авкаланнӑ пек туса кӑтартаҫҫӗ. Кашни йывӑҫне хам лартнӑ. Улмуҫҫисем те, ҫырласем те, тӗрлӗрен имҫам курӑкӗсем те пур. Каланӑ сире, ан пӑхӑр ман ҫине. Пӑрахутӑн корми ҫинче пӗрремӗш класри пассажирсен хура пальтисемпе шӗлепкисем курӑнаҫҫӗ, мал енне вара трюмра пыракан эмигрантсен чӑпар ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тухнӑ. Эпӗ ун кӑмӑлне ҫемҫетме тӑрӑшрӑм, анчах вӑл ҫав тери сиввӗн, наркӑмӑшлӑ тӑшманлӑхпа ман ҫине пӑхрӗ те, манӑн хамӑн та пӗр сисмесӗрех ҫилӗ тулса килчӗ, эпир вара пӗр-пӗрне тем те каласа пӗтертӗмӗр. Асли пӑртак сыпсанах пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ. Мӗнле канлӗх кирлӗ сире? — Маншӑн та кумсем мар вӗсем, — терӗ Олейник. Хушӑран вӗсем типӗтнӗ аша вӗтетсе выльӑхсен шӑмми варӗнчен кӑларнӑ мимепе е ҫупа хутӑштарса пеммикан — аш порошокӗ хатӗрленӗ. Ман шутпа, вӗсене куҫран вӗҫертмелле мар, эпир ку ӗҫӗн вӗҫне-хӗрне тупиччен вӗсем тухса ан тарччӑр. — Тавтапуҫ. Австралиецсем яланах йӑваш кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ. Вӗсем, Ҫӗнӗ Зеландин ҫыннисем пекех, хӑйсен ҫӗрӗсене туртса илнӗ акӑлчансем ҫине каҫарусӑр курайманлӑхпа пӑхмаҫҫӗ. Кӗтӳне ертсе пыраканӗсем ҫынсен шӑршине туйнӑ пулмалла, анчах хыҫалтан тата темӗн чухлӗ бизонсем пынипе чарӑнма та, айккинелле пӑрӑнма та пултарайман, мӗншӗн тесен ертсе пыраканӗсем чарӑннӑ пулсан, вӗсене ҫавӑнтах таптаса кайнӑ пулӗччӗ. — Ҫӑв ӗҫе тума хӑй килӗшрӗ, ӑна никам та ирӗксӗр хушман. Паттӑр халӑх тӗлӗнсе каймалла кӗрешет те, тӑшман вӑйӗ ҫаплах пысӑк пулсан, мӗнех тӑвайччӑр вӗсем? Анчах кунта мана урӑххи те хӑратрӗ. Сӗтел пек лаптак скаласем ҫинче темӗнле ҫав тери пысӑк нӳрӗк чӗрчунсем, темӗн пысӑкӗш слизняксем шуса ҫӳреҫҫӗ. Сайра хутра шыва сиксе вӗсем шыв айӗнчен чӑмаҫҫӗ. Вӗсем унта темиҫе теҫетке. Хӑйсем йытӑ пек вӗреҫҫӗ, чулсем хушшинче вӗсен сасси хӑлхана хуплас пек шыраса тӑрать. Ӗлӗкех-ха вӑл, савнӑ чунӑм, ҫак пӳртре сотник пурӑннӑ, тет. Сотникӑн хӗрӗ пулнӑ, чипер панночка. Сӑн-пичӗ санӑнни пек, юр пек шурӑччӗ, тет. — Ара пур ҫынсен те ҫавӑн пекех вӗт, Гек. — Сирӗншӗн хӑрушлӑх иртмен халӗ суран уҫӑлма пултарать. Хӑвӑра маншӑн та пулин усрама тӑрӑшӑр. Этемлӗх каллех совет ученӑйӗсен наукӑлла вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗнчен тӗлӗнсе алӑ ҫупнӑ. Анчах хампа курнӑҫса калаҫнӑ гуигнгнмсем совет членӗсем каланине татӑклӑнах хирӗҫленӗ. Пӗррехинче, ирхине ҫиччӗмӗш сехетре, уҫӑлса ҫӳренӗ ҫӗртен тавӑрӑннӑ чухне, Базаров тахҫанах чечекне тӑкнӑ, ҫапах та ҫӑра та симӗс сирень пусса илнӗ беседкӑра Феничкӑна тӗл пулчӗ. Тӳлеккӗн вӗрекен лӑпкӑ ҫил, йывӑҫсен ҫулҫисем хушшипе, тарланӑ питӗмпе ҫӳҫӗм ҫийӗн вӑшӑлтатса, мана ытла та ыррӑн уҫӑлтарать. Аллисем чиперех-ха. Ҫапла ӗнтӗ, ҫамрӑк хуҫасем пурӑнакан ҫурт аякра, экзотикӑлла ӳсентӑрансен чӑтлӑхӗнчи пекех ларать. Гранатӑсене ҫыхрӑн-и? Вӗсен урлӑ эпӗ большевик пултӑм, малалла та мӗн виличченех большевик пулатӑп. Анчах та пӗртен-пӗр шухӑш, пӗртен-пӗр шухӑш ҫеҫ касать манӑн чӗрене»… Хӗвел анса тӗттӗм пулса ҫитсен, станци патне таварлӑ поезд пырса чарӑнать. Ленӑн именӗвӗ Воропаевшӑн питӗ ӑнланмалла пулчӗ, ырӑ пек туйӑнчӗ. — Эсӗ каятӑн-и? — ыйтрӗ Ромашов. Эх, эс те ҫав, Ленинград упи. — Мӗн туртса илетӗн ҫак эсӗ унран? Горева хӑрушлӑх ҫывӑхӗнче ытларах пулма кӑмӑлланӑ, паллах, кунта та ҫав иккӗмӗш эшелонри пек ҫынсемех пулнине вӑл ӑнланмасӑр тӑма пултарайман, кунтисем тар шӑршине ытларах пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Юлашкинчен тул ҫутӑлса килнӗ, анчах вӑл та хаваслантарман. Дубавӑна ку калаҫу йӑлӑхтарчӗ пулмалла, вӑл кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Эсир мана кампа ҫывӑрмаллине кӑтартса парас теместӗр-и тата! Вuenos dias, саbаllеro! — Мӗнлине? — ыйтрӗ Петя, хуткупӑсӗ патнелле кармашса. Пин ҫул хушшинче те пӗр хут кӑна пулас эпӗ хама хистемеллӗх вӑй ҫитертӗм, тинех вара мӗн тӑвассине пӗтӗмпех мар пулин те чи кирлине — ҫак минутрах мӗн тӳрлетмеллине ӑнкарса илтӗм. Ан хускал кӑна, ӑҫта тӑнӑ, ҫавӑнтах тӑр… Ку япалапа Казондери закон икӗ тӗрлӗ ҫеҫ айӑплама пӗлнипе ӑнлантармалла: вӗлересси е сусӑрлатасси. Ҫав хушӑрах мӗнле айӑпласси Муани-Лунга кутӑнӗнчен кӑна килнӗ. Тертлӗн пурӑннӑ, яланах вӑрманпа, тискер кайӑксемпе, нушапа кӗрешнӗ, ҫур хӗлтенех ҫӗнӗ тырӑ хӑҫан пуласса кӗтме пуҫланӑ. Анчах вӑл пурӗпӗрех кӗчӗ. Ун пек инкеке лекнӗ ҫыннӑн пуринчен малтан Благочини Управине ҫитсе евитлемелле; полици ку управӑна тӳрех пӑхӑнса тӑмасть ӗнтӗ, анчах та вӑл ыттисенчен часрах распоряжени пама пултарать; сӑмса ӗҫлекен вырӑнти начальствӑран хӑй хутне кӗме ыйтни вырӑнсӑр пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен калаҫнӑ тӑрӑх та сӑмсан тӳрӗлӗхӗ ҫукки палӑрчӗ; вӑл унччен эпӗ сана нихҫан та курман, пӗлместӗп тенӗ пекех, халь те суйма пултарӗ. Эпир мӗн чухлӗ калаҫса тӑтӑмӑр пуль, вӑл пӗрмаях чӳрече ҫине пӑхкаласа илчӗ, — поезд чарӑнса тӑрать. Пӗр лаша юлнӑ пирӗн. — Тен, вӑхӑт мар, каҫа юлтӑмӑр пуль? — ыйтнӑ вӑл, хура пӗлӗтсемпе витӗннӗ тӳпене пӑхса. Вӑл кивелнипе тӗксӗмленнӗ кӗмӗл хашаклӑ куҫлӑхне ҫамки ҫине лартрӗ те тепӗр хут: — Нагульнов юлташ хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартать, ҫавӑ ҫеҫ! Шӳт туса кулни хӑлхана йӗрӗнтермерӗ, вӗсем тахҫанах илтнӗ кивӗ япаласем пулчӗҫ. Пур япалара та кунта киревсӗрлӗхӗн йӗрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ. — Кам кунта пӗлтерӳсем илет? — кӑшкӑрчӗ Ковалев. — Ҫапла пулӗ ҫав. Виктор!.. Эсӗ илтетӗн-и? — Унтан та усалтарах, тата хӑрушӑрах! Хурала та, комендант командине те улӑштарчӗҫ. — Сана, Находка, политикӑллӑ преступленисем пирки дознанисем тунӑ вӗт-ха? — ыйтрӗ офицер. Ромашов ӑна ним те тавӑрса каламарӗ, пуҫне те пулин ун еннелле ҫавӑрмарӗ. Ҫакӑ мана Башкинпа Трусовран аяккалла пӑрчӗ, анчах ҫапах та — вӗсем мана кӑмӑла каятчӗҫ, эпӗ хам тӳссе ирттернисене хисепе илсен, эпӗ вӗсем хыҫҫӑн кайма та пултарнӑ ҫав. Утма пултаратӑр, хӑйӑр купи тӑррине ҫирӗм ҫулхи ҫын пек хӑпаратӑр. Эпӗ чӗрӗк лье утатӑп та ывӑнатӑп. — Тӳсетӗп-ха… Вӑт эсӗ Европӑна пырса лекнӗ пулсан, унта эсӗ вӗсене пӗр купах кураттӑнччӗ. Унта вӗсем ҫаплипех кӗшӗлтетсе сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Каҫсерен пасар пушанса юлать, суту-илӳ урамӗсемпе лавкасен хура ӗречӗсем тискеррӗн курӑнса лараҫҫӗ. Ҫак виле квартала, кашни лавка патӗнчех куҫа курӑнман хӑрушлӑх пытанса тӑнӑ ҫӗре, ҫӗрле сайра хӑюллӑ ҫын ҫеҫ килсе кӗме шикленмест. — Сирӗн аппетит ҫавӑн пек ҫӑмӑл пӗтсе ларассине ӗненес килмест манӑн. Повозка патӗнче Умрихинпа Дегтярев шӑппӑн, анчах та хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ. — Ку ман тус — Виктор Лещинский, Виктор именсе Тоньӑна алӑ пачӗ. Эпӗ ӑнлантӑм: ӑна эпӗ, эпӗ вӗлертӗм. — Хӑваласа кӑлармалла! — терӗ Любишкин. Ром ӗҫнӗ хыҫҫӑн эпир ҫывӑрма выртрӑмӑр. Кая юлнӑ темиҫе шупка хӗрлӗ чечек, ҫумӑр тумламӗсемпе йывӑрланнӑскерсем, ҫӳлти туратран усӑнса тӑнӑ. Унта ӗнтӗ пӑшалӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем ҫакнӑ, ҫур ҫухрӑма ҫити тӳп-тӳрӗ йӗрпе тӑсӑлнӑ ротӑсен вунулт желонерӗ тӑратчӗ. — Ма эсӗ ху ҫинчен ахалех хушса калатӑн? Ҫакна вӗсем Алвиша тата Уджиджирен килнӗ ун хисеплӗ юлташне пӗлтернӗ. Ҫак сӑмахсене калани ӗнтӗркесе выртакан ҫынсене сивӗ шывпа сапнӑ пекех пулчӗ. — Эпӗ санӑн ӗҫӳсем ҫинчен калаҫса пӑхасшӑн — тесе пуҫларӗ вӑл. Кирлӗ мар! — канаш пачӗ Николай. Ну, хӗрлӗ ҫӳҫ, чуп Павка патне, унта аннене те курӑн, — терӗ Валя, повӑра ҫурӑмӗнчен хуллен тӗрткелесе. Ҫырупа пӗрлех укҫа та янӑ-мӗн. Ҫирӗм минута пирӗншӗн ҫителӗклӗ пулать. Марко ӑна пӳлмесӗр итлесе тӑчӗ. Каяр, пичче, тарар! Вӑл, хӑйӗн сӑмахӗсем епле витернине курса, савӑнӑҫлӑн ӳхӗрнӗ. — Апла-и, эппин, — тет адвокат, — ку шухӑшлаттарать вара. — Ах, роман! — астуса илчӗ Тоня. Эпӗ Даша инкерен хутпа конверт ыйтса илтем те ҫыру ҫырма лартӑм. — Икҫӗр, сахал пулсан, виҫҫӗр тенкӗ пӗр харӑс! Леш хитре арҫын пирки вара, эпӗ чухлатӑп, хӑш! туса хуйхӑрсан та юрать. Кӗтӳри йӗркесене ҫирӗп тытса пынипе ҫулҫӳревҫӗсем питӗ хавхаланаҫҫӗ. Эсэсовецсен лагерӗсенчен тӗлӗнмелле майпа чӗррӗн тухма пултарнӑ ҫынсен те, фашизма ҫапса аркатнӑ пирки ҫав лагерьсене ҫакланайман ҫынсен те шухӑшламаллисем тата тавлашмаллисем нумай. Кашни рота хыҫҫӑнах, шӑн тӑпра ҫийӗпе кӗмсӗртеттерсе, икшер тӗреклӗ лаша кӳлсе янӑ икшер нимӗҫ повозки пырать; повозкӑсенчен нумайӑшӗсем ҫинче брезент айӗнчен ломсемпе тимӗр кӗреҫесем курӑнаҫҫӗ! Авӑ Тимур! — кӗпине хывса, вӑл тепӗр енчи ҫыран хӗрринче ҫӳрекен ачасем ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. Халь ав… Илтнӗ-и эс, мӗн шухӑшласа кӑларнӑ ылханлӑ нимӗҫсем? Дубровский хурах пусса ҫӳрени исправниксемшӗн вӑл ырлӑх ҫеҫ –ҫӳресси, тӗпчесси, лавсем-темсем, — укҫи кӗсьене. Санӑн, тен, халӗ те ҫаплах, пуяннисем ҫумне пырса таянас килет пулӗ-ха… — Мӗн ҫак эсӗ, сударь? Хӑваласа ячӗ мана. Марьяна лашаран пӑрӑнчӗ те, пуҫне каялла ывӑтса, йӑлкӑшакан пысӑк куҫӗсемпе казак ҫине лӑпкӑн пӑхса илчӗ. «Францин аллинче пулнӑ пулсан, Австрали, — тет вӑл, — унӑн географӗсем линейкӑпа рейсфедера ҫавӑн пекех ытлашши шала кайма памӗччӗҫ». — Тӑван ҫӗршыва тӑшмансенчен сыхланӑ. Ҫурӑксенче сӑмала хӑмпӑланса тухнӑ йӳҫлӗксем пӑсланса тӑнипе таврари сывлӑшра чӑтма ҫук йывӑр шӑршӑ тӑрать, мана кӗҫех ҫӗклентерсе ҫитерӗччӗ. Ҫак йӗрӗнчӗклӗ проливра лихорадка тата дизентерия чирӗсен шӑрши кӗрет. Анчах вӑл мана кулса ярасран аран чӑтса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. — Ҫук, кӗрсе тӑмастӑп, — терӗ те Шубин чӳрече янахӗ ҫине таянчӗ. — Кун пек хаваслӑрах, Испанири евӗрлӗрех пулать. Пӑвана каялла камерӑна илсе кайрӗҫ; вӑл, ҫав тери хытӑ кулянса, койка ҫине ӳкрӗ те, — хытӑ ҫилленсе кӑшкӑрашнӑ хыҫҫӑн вӑл яланах ҫавӑн пек пулнӑ, — ним хускалмасӑр, ним шухӑшламасӑр каҫченех ҫаврӑнкаласа выртрӗ. Эх-ма! Шотланди ҫыннин виҫесӗр патриотизмӗ кӑна унӑн пӗртен-пӗр япӑх енӗ пулнӑ. Вӑл тӑван ҫӗр-шывӗн кивӗ йӑлисене пӑхӑнса пурӑннӑ. Вӑл ман патра яланах пӗр пек ларатчӗ: алӑ лапписене чӗркуҫҫи хушшине чиксе, вӗсене урисен шӗвӗр шӑммисемпе хӗстерсе, малалла тайӑлса ларатчӗ: кӑкӑрӗ унӑн ҫукчӗ, хулӑм пир кӗпе витӗр аяк пӗрчисем, хавшаса кайнӑ пичке кӑшӑлӗсем пекех, палӑрса тӑратчӗҫ. — Тӳрӗ ут эс, — ятлаҫса илчӗ Гейка Кольӑна. Ҫук, ниме тӑман япала ку! Кунтан инҫех мар иртен-ҫӳренсен ҫуртӗнче ҫӗр выртма чарӑннӑ, халӗ ҫав ҫурта Игнат Фомин тытса тӑрать-ха. Кӑмӑла лӑплантарчӗ пулать! — Ҫук, хӑрамастӑп. Хускатса канӑҫсӑрлатнӑ тӗнче мӗлкисем тӗкӗрте куҫаҫҫӗ-шӑваҫҫӗ. — Эпӗ сирӗн тусем хушшинчи ӗҫсем пирки сахал пӗлетӗп. Кунта, салтакӑн ансӑр вырӑнӗ ҫинче, паттӑрла саркаланса, вӑл ертсе пыракан лётчик тутлӑн харлаттарса ҫывӑрнӑ ӗнтӗ. Ку вак-тӗвексем вулакана лӗклентернӗ те пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене сиктерсе хӑварса, ҫаксене ҫеҫ кӗскен калас пулать: ҫавӑнтан вара икӗ уйӑх та иртмен, ман Алексей чунтан юрата пуҫланӑ, Лиза шарласах кайман, анчах вӑл та унран каях мар юратнӑ. — Э, эсрелӗсем… — Юлашки хут ҫӗр кисрениччен каҫма пулнӑ. Халь каҫмалла мар… Унти чи хулӑн та ҫирӗп канатсене вуншарӑн, ҫирӗмшерӗн тата вӑтӑршарӑн пӗрле туса пӗтӗртӗм. Унӑн ҫамки ҫине куҫрӗ. Килмелли сӑлтав хальхинче те хаҫат пулчӗ. Ассӑн сывласа, Никита пуҫӗпе сулкаласа илчӗ. Уэлдон миссис факторири тӗп ҫуртра пурӑнакан Алвиша курманпа пӗрех, таҫта урӑх ҫӗрте пурӑнакан Негорӑна та пачах курмарӗ. — Е, тӑх-та-ха, тӑхта юлташ. Ну, туласа хӑварать вара, урасене ҫыртса-ҫурса пӗтерет, мана ӗнтӗ ҫавӑнтан мӗн усси пултӑр-ха? Акӑ хайхи туфлисем кӑштӑртатни илтӗннӗ, унтан пӳлӗме хуҫа кӗнӗ. Вӑл халат тӑхӑннӑ, аллине ҫурта тытнӑ. Часовойсем хирӗҫ пырса пӗр тӗле пулчӗҫ, поляк каялла ҫаврӑнчӗ те красноармеецпа пӗр майлӑ утса кайрӗ. Пирӗн пиччен телейӗ пит пысӑк пулнӑ пулас, вӑл хӑй пурӑннӑ чухнех чапа тухнипе пур ҫӗрте те пӗлсе тӑнине кура, Барнум ӑна пит пысӑк хак парса Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче халӑха кӑтартса ҫӳреме те сӗннӗ. О, ҫав пӳлӗме эпӗ ҫакӑнтах, чи-чи пӗчӗк япали таранчченех, палласа илнӗ пулӑттӑм. Пӗр самантрах вара урамсене ухмах пек ҫӳрекен тумланнӑ-тумланман ҫынсем тухса тулнӑ. Вӗсем: «Тухӑр! Тухӑр! Тупӑнчӗҫ! Тупӑнчӗҫ!» — тесе ҫухӑрнӑ. Тимӗр ҫатмасемпе чанкӑртаттарнӑ, тӳттӳрутсем кӑшкӑртнӑ. Анчах унӑн кӑкӑрӗнче чӗри ҫав тери хытӑ шаккама пуҫларӗ, вӑл вара чарӑнчӗ те итлесе тӑчӗ. — Ӑҫтан-ха именесси ҫын хӑйне ытлашши юратнинчен килтӗр! — Дубков сӑмахӗсене йывӑра илсе, ответлерӗ Нехлюдов. — Эпир Петр Андреичпа хытах тавлашса илсеттӗмӗр те… Эпӗ вӗт хамшӑн ҫеҫ калаҫатӑп. — Уҫҫӑнрах пулсам-ха манпа, Олеся. Акӑ, вӗсем умӗнче жандарм тӑрса, хулӑн сасӑпа:— Павел Власова пурте ӗҫе чӑн малтан пуҫарса яраканӗ тесе калатчӗҫ… — тет. Такам хӑрушла сасӑпа кӑшкӑрать: — Шӑпрах! Павел, ҫынсем ҫине ҫӳлтен пӑхса тӑрса, чарӑлнӑ куҫӗпе вӗсем хушшинче темскер шырарӗ. Цимбал ӑна тытса тӑмарӗ, килхушши урлӑ калитке патне ҫити ӑсатса ячӗ, калле таврӑннӑ хыҫҫӑн, темшӗн куляннӑ пек, хӑйӗн вирелле тӑракан кӑвак ҫӳҫлӗ пуҫне хыҫса илчӗ. — Манӑн ӗҫӗм тухсах пӗтеймерӗ курӑнать. Унта тен айӑпланаканни:— Ҫапла, эпӗ ӑна персе пӑрахасшӑнччӗ, — тейӗ. Вӑл, хӑйне япалана хаклама пӗлекен ҫын пек тытса, картина патне ҫывхарчӗ; анчах, турӑҫӑм, мӗн курчӗ вӑл! — Кӑлӑхах! Ҫак кунхине, ҫулҫӳревҫӗсем курса юлма май ҫук вӑр-вар антилопӑсемсӗр пуҫне, тата темле чӗрчунсене те тӗл пулчӗҫ. Кашнинех лаша, хӗҫ, винтовка е сунара ҫӳремелли пӑшал та пулин пулмалла. Унтан тата такам килсе кӗчӗ, пурте педагогсем. Кӑштах тӑрсан немка ҫитрӗ, вӑлах француженка — нимӗҫле те французла вӗрентет вӑл. — Ҫук, ӑҫтан тупрӑр эсир ун пек ят? — Татахчӗ! Станицӑна ҫитиччен ҫирӗм тӑватӑ ҫухрӑм — шак сиккипе, унтан та ҫаплах. Ӑна юлашки хут курнӑранпа мӗн тери улшӑннӑ иккен вӑл, — нумай пулатчӗ-и унтанпа? Ҫакна тутарнӑ хыҫҫӑн тӑватӑ куммка чӗрӗ тӑм илсе килсе пама каланӑ вӑл. Сывлӑш ҫавӑрса илсен, вӑл ывӑннӑ пек, салхуллӑн сӑмах хушрӗ: — Мӗн… кӑшкӑратӑн ҫак эсӗ? Ҫак шухӑша асне илсенех Стефчов ҫилленсе хӗремесленсе кайрӗ те Марийка хыҫҫӑн чупма та тытӑнчӗ. — А пӗлетӗр-и эсир, хӑвӑр пуринчен те лайӑхраххине? Ку ӑслӑ кӗнеке, йывӑрскер. — Пит лайӑх мар, капитан юлташ! Пурне те туса пӗтерсен, юлашки страницӑна ҫурса илсе, юлашки гравюрӑна урайне ывӑтсан, кӗнекен хуплашки ҫинче страница юлашкисем ҫеҫ тӑраткаланса юлсан, Рене-Жан ура ҫине тӑчӗ, хут татӑкӗсемпе витӗннӗ урайне пӑхрӗ те алӑ ҫурса ячӗ. Вӑл пӗр трубкине хулпуҫҫипе пӗр хӑлхи ҫумнелле хӗсрӗ, тепӗр трубкинчен ҫилӗпе кӑшкӑрчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах куҫӗсемпе Мересьев докуменчӗсемпе паллашрӗ. Эпӗ тӳрем вырӑнӑн варрине ҫитсен, ҫурҫӗртен Сивӗ Кӳрекен килсе хупӑрларӗ те, пур енчен те сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ. Хӑш чух ҫуна вырӑнта тӑнӑ пекех, хирӗ каялла кайнӑ пек туйӑннӑ. Паруссемпе пынӑ вӑхӑтра та, ремонт вӑхӑтӗнче те кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем. Ҫак аякри-аякри пӗр-пӗччен вилтӑпришӗн пиртен никам та куҫҫуль тӑкмарӗ. Мӗнле япала вӑл! — Аллисене каялла тытнӑ та, шуйттан… Кунта сире яланах хавас. — Пӗлместӗп. Эпӗ пӗр вунӑ минут хушши лайӑхах вӗҫетӗп-ха. Тен, ӑслӑ йытта кунта килме тӑнӑ чух вӗлерчӗҫ е Геркулес, Уэлдон миссис хыҫҫӑн Дингӑпа пӗрле мӗнле те пулин факторие ҫитессе шанса, ҫак тӳремсӑртри Африка вӑрманне кӗрсе кайрӗ пулӗ? — Пуҫларӑмӑр ӗнтӗ пӗр-пӗрин ҫине яма. Вунпӗр сехет ҫурӑ, вуникӗ сехет. — Ҫук, халӗ ак, аса илнӗ чухне ҫав тери интереслӗ, — малалла каларӗ вӑл, — темӗнле ырӑ пулчӗ ун чухне! Тепӗр хулара хаваслӑрах пулас ҫук. Анчах та мӗскер-ха вӑл — Швеци? Ку хушӑра пӳлӗмӗн тӗрлӗ кӗтесӗсенче кашни ушкӑн хӑй тӗллӗн калаҫрӗ. Хамах ак полицине кайса евитлетӗп. Тыткӑнрисене вӗлермесӗр тӑнин хӑйӗн сӑлтавӗ пур пулмалла. Маориецсем ҫын вилсен пирвайхи виҫӗ кун хушшинче вилӗ ӳтӗнчен чунӗ тухса каймасть тенине ӗненеҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вилене вӗсем ҫав вӑхӑт иртиччен ҫӗре чикмеҫҫӗ. Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, талкӑшпе коллективизаци тӑвас тӗлӗшпе парти лартнӑ задачӑсем ҫинчен каласа пачӗ, ыранах чухӑнсемпе актива пуҫтарса, пуху туса ирттерме сӗнчӗ. — Кӗвӗҫмесӗр, кӗвӗҫеҫҫех ӗнтӗ. Ҫӗр ҫул ытла иртнӗ ӗнтӗ унтан вара, каласа паратчӗ пире асатте. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пирӗн сала ун чух сала пек те пулман: хутор, чи чухӑн хутор! Урама тухсан, вӑл Маякинсем ҫине кӳренсе кайнӑ, ҫапах та, мӗнле пулсан та, вӗсем уншӑн ку тӗнчере пӗртен-пӗр ҫывӑх ҫынсем пулнӑ. Вӑл ирхи уҫӑ ҫиле пула чӗтре-чӗтре илет те, хӑрӑлтатса пӑшӑлтатнӑн туйӑнакан сасӑпа калаҫакан ҫын сассине илтсенех, кӑмӑлсӑр пулса шӑлне йӗрет. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп. Шухӑшсем манӑн сасартӑк сапаланчӗҫ. Эпир ҫемҫе пукансем ҫинче ларатпӑр, анлӑ чӳрече витӗр шыв хӗрринчен тайга патне иртекен ҫӗнӗ урамсен панорами курӑнать. Пӗр рота ҫапла майпа питех те вӑйлӑ палӑрнӑччӗ, шутлама тытӑнаҫҫӗ те, мишеньре, хайхи, пенӗ хисепрен пилӗк пуля ытларах тухать. Ҫӗр те пилӗк процентлӑх лектернӗ. Тавах, фельдфебель клейстерпа сапласа хума ӗлкӗрчӗ. — Слесарев вӑхӑтӗнчи шрейберла гимнастикӑна астӑватӑр-и тата? Даша инке Юратнӑ Даша инке пулмасан, эпӗ ҫак вӑхӑта аса та илместӗмччӗ-и, тен. Лукашка пӗчченех ларать, ӑшӑх вырӑналла пӑхать те, казаксем килни илтӗнмест-и-ха, тесе тӑнлать; анчах кордон патне ҫитме ҫывӑхах мар. — Ҫапла, ҫапла! Астӑватӑп эпӗ! — терӗ Роберт. Негорӑпа Гаррис каллех смоковница айне ларчӗҫ, португал калавне малалла тӑсрӗ. Владимир хӑй тата виҫӗ тарҫӑ тупӑка ҫӗклерӗҫ. Сывӑ пулӑр. Комиссарӑн ал тымарне тытса тӗрӗслерӗҫ, камфора ячӗҫ, ҫӑварне кислород ямалли шланг хыптарчӗҫ. Кӗтме талӑка яхӑнах тиврӗ пулас, — шӑпах ҫур шывӗ ейӗлсе кайнӑ вӑхӑтчӗ ку, — эпӗ вара — эсир, паллах, ӑнланатӑр — хам валли йӑва буфетра ҫавӑртӑм. Хӑватлӑччӗ! — Эсир кулӑшла калатӑр — пирӗн! — пӳлчӗ вӑл ӑна. Сӗм ҫӗр варринче эпир унпа иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Кашни кун мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала кӳчӗ, анчах вӑл халӗ амӑшне пӑшӑрхантармарӗ. Сана шыранине пӗлтӗм эпӗ. — Хӗрарӑмсем ҫуратса тултарӗҫ вӗсене! — тарӑхса кайрӗ Яков Лукич. — Ку пысӑк йӑнӑш, — пӑшӑлтатса каларӗ Симурден. Консерва юлашкине, ҫу сийӗпе витӗннӗ темиҫе аш тӗпренчӗкне, Алексей ирхинех ҫисе яма шутларӗ, мӗншӗн тесен унсӑрӑн вӑл хӑй ура ҫине тӑраяс ҫуккине сисрӗ. Вара ҫапла ҫырса хучӗ! «Тусӑм! Эсир ҫынна хӗрхенместӗр, сирӗн хӗрхенӳсӗрлӗхе нимӗн те, нимӗн те тӳрре кӑларма пултараймасть. Укҫа лайӑх тӳлетпӗр, государство хатӗрлевӗн хакӗнчен ытларах. Кайрӑн! Алӑк патӗнче Никита тӑни курӑнса кайрӗ— Наталья Евсеевна пӗлме ячӗ — сире мӗнле те пулин пулӑшу кирлӗ мар-и? — терӗ. — Мӗн ыйтас? Кайран вӗсен килӗнче мӗн пулнине, Ҫӑрттан мучипе туслӑ пурӑннӑ Локатеев атӑҫӑ калашле, «никама паллӑ мар тӗксӗмлӗх витсе хунӑ». Ача хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпе кӑларса хучӗ: хытнӑ ҫӑкӑр чӗллисем, пуҫлӑ сухан, тӑвар, типӗ салат курӑкӗ. — Чи малтан — эсир ирхи апат тунӑ-и? Ҫапах та вӑл тата тепӗр хут телей шыраса пӑхма — Панкратова шыраса тупма шухӑш тытрӗ. Пурте пӗр сасӑпа ахлатса ячӗҫ. Тимӗр карта ҫывӑхӗнче ӳсекен ҫӑка тӑрринче Сима Симаков ларнӑ-мӗн. Анчах ҫӳлелле пӑхма пӗрин те ӑс ҫитеймерӗ. — Эпир, Вяловсем, пысӑк ҫемье… — Мӗншӗн эсӗ хӑвӑрӑннисемпе пурӑнмастӑн-ха? — ыйтнӑ Петр Тихонран, Башмакова патне пырса, ӑна чавсинчен тытса. — Тинӗсре сӑваплӑ хуласем пулмаҫҫӗ-им? — Айванланатӑн эс, Алексей Вениаминыч, айванланатӑн… — пӗтӗм чӗререн калаҫма пуҫларӗ Романенко, анчах вӗсене кӗтмен ҫӗртен чӗнсе илчӗҫ, калла таврӑнма ыйтрӗҫ, анчах вӗсем унччен ларнӑ вырӑна мар, парка, дворецӑн сылтӑм енне. Пупа тӗл пулни ырра пӗлтермест тенине астуса илчӗ те вӑл, ирӗксӗрех пӑрӑнса, йывӑҫ хыҫне пытанчӗ. — Ҫапла, ҫапла! — кӑшкӑрать вӑл, алӑ ҫупса. — Ватӑ ҫыннӑм, — терӗ ҫамрӑкки, — пӗрле ҫӳремелле мар-и пирӗн? Мӗнле шухӑшлатӑр эсир? — Нимӗн те мар! Ҫак ҫынсен чӗлхи уҫӑ, тӗреклӗ, яка, ӑнланма ҫӑмӑл. Вӗсем ытлашши сӑмахсенчен тата кирлӗ мар чӑпар сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенчен сыхланаҫҫӗ. — Ӗнер те, паян та шанчӑклӑ агентсем мана таврара ырӑ мар хыпарсем нумай ҫӳрени ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Темӗскер тума хатӗрленеҫҫӗ — ку паллах. Казаксем ӑна хирӗҫ нимӗн те шарламарӗҫ, мӗншӗн тесен ун ыйтӑвӗ вӗсемшӗн ухмахла ыйту пулнӑ. Ҫамрӑк ирландец вӑл ахалех харкашма юратакан ҫын мар, ним маршӑнах вӗлерме пултаракан ҫын мар. Анчах юлашкинчен акӑ, хӗвел анӑҫалла анма пуҫласан, сӑртлӑхсемпе сывлӑш ҫак асапа тӳсейми пулса ҫитрӗҫ те, чӑтӑмлӑхне ҫухатса, халтан кайса ҫитсе, хӑйсем ҫинчи пусмӑра сирсе пӑрахма хӑтланса пӑхрӗҫ. Уҫланкӑна сарлака проливпа танлаштарма май килнӗ пулӗччӗ. Кибальчича вӗлернӗ хыҫҫӑн патша чиновникӗсем ҫав ӳкерчӗке архива пӑрахнӑ, ӑна Аслӑ Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн кӑна тупнӑ. Мӗн тумалла ӗнтӗ ман, пӗлместӗп! Эсӗ малтан хӑвӑн сухаҫусене сыват-ха, вӑр-вартарах сухалаччӑр вӗсем санӑн… Лось тӳрех хуравламарӗ, тинкерсе тӗсет: Аэлитӑн пичӗ хусканусӑр, ҫӑварӗ хуйхӑллӑн пӑчӑртаннӑ. Ирхине тӑхӑр сехетре тухса каяс вырӑнне, эпир иккӗре тин тухса кайрӑмӑр. Хупса лартнӑ ҫын кӑнтӑрла, пӗтӗм тӗрме куҫӗ умӗнче тарма хӑясси ҫинчен кам пуҫне шухӑш кӗме пултарать?.. — Эсӗ унӑн арӑмӗ патӗнче горничнӑйра пулман-и? Ҫак туйӑма парӑнса, Алексей ура ҫине сиксе тӑчӗ. Анчах ҫавӑнтах йынӑшса илсе упа кӳлепи ҫине ларчӗ. Ура тупанӗсем пӗтӗм ӳт-тире ҫунтарса ыратма пуҫларӗҫ. Пӗлмесӗр ара! Ун аллинчи зонтик шуса тухрӗ. Вӑл арӑм ҫине ыйтуллӑн пӑхса илчӗ. Словаре вара халь хам тӗшмӗрткеленӗ тӑрӑх ҫеҫ вулатӑп, куҫлӑх ыйтӑвӗ пачах татса парайми япала пулса тӑчӗ. Ҫапкаланчӑксенчен пӗри сӑнран пӑхма ҫитмӗлелле ҫитнӗ ҫын, тен, аслӑрах та пулӗ: кукша пуҫлӑ, бакенбарчӗсем кӑвакарнӑ. Кораблевӑн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ, вӑл аллине сӗтел ҫине хучӗ. Эпир халӗ тарпа сирпӗтсе аркатнӑ чул ту хыҫӗнче тӗпсӗр тарӑн шӑтӑк пулса тӑнӑ. — Пӗркунне эпӗ «Кострома» ятлӑ пӑрахут ҫинче пӗрле ӗҫленӗскере, хӗрлӗ ҫӳҫлине, — хӑйӗннех перкелешрӗ Челкаш. Ҫакна курса, Щукарь мучи ку чӑхсене ҫав тери хуллен йыхӑрма тытӑнать: «Чип, чип, чип, чип!… Каярахпа тин ӑна шыв шӑнкӑртатса юхни илтӗнсе кайрӗ, ҫав сасӑран урӑх нимӗн те илтӗнми пулчӗ. Анчах хӑй ырӑ кӑмӑллӑ пирки мар каларӗ ҫак сӑмаха винокур. Вара шӑпах пулнӑ. Йывӑҫ тӗмӗсемпе ҫырмасем урлӑ Инди тигрӗнчен пӗртте кая мар сике-сике каҫакан таркӑн качакана хӑваласа ҫӳрекен Сима Симаков хӑй командинчен пӗрне ӗшнене тӑратса хӑварчӗ те, тепӗр тӑваттӑшне хӑйпе пӗрле илсе, ҫав картишне ӗрӗхсе пырса кӗчӗ. Ыттисем пурӑнччӑр, — анчах Воропаев унпа килӗшменнине курсан, чӑннипех тӗлӗннипе вӑл ҫапла каларӗ: — Мӗн тума кирлӗ сана дача? Вара ҫӗр чӑмӑрӗн талккӑшне, халь ӗнтӗ пӗр хӑйне ҫеҫ тивӗҫ ҫӗр талккӑшне ерипен пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ӗлӗкхине аса илнӗ май, ун пек илӗм-тилӗм вӗҫкӗн сӑмахсем ман кӑмӑла пӑтратаҫҫӗ, ҫапах та эпӗ ӑна пикенсех итлерӗм, хисеплеме пӗлекен ҫын пек пулма тӑрӑшрӑм. Ҫапла ӗнтӗ манӑн ҫавӑн чухне хам мӑшкӑл кӑтартнӑ ҫынна шыраса тупма нимӗнле шанчӑк та ҫук, вӑл хӗрарӑма эпӗ пысӑк хурлӑх кӑтартрӑм, – тенӗ. — Аха! — терӗ те вӑл куҫ харшисене пӗрчӗ. — Эсир-и ку, ҫамрӑк ҫыннӑм! Куинбус Флестрин ту-этеме айӑплакан акт 1 п. Ҫакӑнта асӑннӑ Куинбус Флестрин, Блефуску императорӗн флотне император портне туртса килнӗ хыҫҫӑн, пирӗн аслӑ император асӑннӑ Блефуску империн ытти карапӗсене те ҫавӑрса илсе килме хушнӑ приказа илнӗ. — Эпӗ каятӑп, мана чӗнеҫҫӗ. Юрать-ха, тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ вӑрӑ-хурах вӑрттӑн ҫӗрти сутӑнчӑк пекех хӑрушӑ мар. Анна Михайловна пӗҫерсе кайнӑ питне, куҫҫуллӗскерне, аллисемпе хупларӗ. Вутлӑ дракон вӑл пӗлӗт тӑрӑх вӗҫсе пыракан япала, вӑл хӑй хыҫӗнчен темиҫе километра тӑсӑлакан вут-хӗмлӗ е тӗтӗмлӗ йӗр хӑварать. Санин унпа юнашар ларчӗ. Анчах та вӑл ман ҫине савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе ҫеҫ пӑхса ларчӗ. Анчах арӑмпа ачасем ҫак таранчченех ман апат патне пырса тӗкӗнме те, эпӗ ӗҫекен куркаран ӗҫме те пултараймаҫҫӗ, ҫак таранчченех эпӗ вӗсене алӑ пама та ютшӑнатӑп. Курӑпӑр: туй умӗн те ӗлӗк черешня ҫисе кӗтнӗ пекех кӗтӗ-и-ха вӑл хӑйӗн вилӗмне! — терӗ. Хӑлха патӗнче палламан хулӑм сасӑ илтӗнчӗ: — Ну, спасибо, старший лейтенант! Маскировка туса, улалатса сӑрласа пӗтернӗ тата юр ҫуса лартнӑ тем пысӑкӑш столица тӗлӗнчи тӳпе хӑмӑр тӗслӗ. Леш тӗнчери рая ҫын искусствӑра курма пултарать, ҫакӑнпа кӑна пулсан та, вӑл мӗнпур япаларан чаплӑ. Фома Ежов шӑл йӗрнине юратман. Пӗрре ҫапла, Ежов кулнипе чӗрре кӗрсе, Фома усаллӑн, мӑшкӑллӑн:— А эсӗ — кӗлӗмҫӗ, ыйткалакан! — тесе хунӑ. Тӳпене лаппипех ҫӑра тӗтӗм карса илчӗ. — Воропаев хуҫалӑх енӗпе ӗҫлет! Вӑл мала тӑчӗ, хыҫала — Вильсон, Мюльредине ҫапла йӑтса малалла утрӗҫ. Мужиксен пӗр пайне хӗрлӗ ҫӗленсен чеелӗхне сыхлама хӑварса, Ромаҫ ӗҫлекенсен пысӑк ушкӑнне сулахай енне хӑваласа кайрӗ; пуянсен ушкӑнӗ патӗнчен чупса иртнӗ чух эпӗ тахӑшӗ ҫиллессӗн кӑшкӑрнине илтрӗм: — Юри тӗртсе янӑ! Ку сӑнлӑхра ҫыранӗсене курӑк пусса илнӗ пӗчӗкҫӗ пӗве пур, ун леш енче ҫыран ҫумӗнченех чӑнкӑ ту ҫӳлелле кармашать, тӑва ешӗл тумӗсене хутӑштарса янӑ акӑш-макӑш пысӑк ватӑ йывӑҫсемпе тӗмсем сӑрса илнӗ, ту пуҫланакан ҫӗртен пӗве ҫинелле ватӑ хурӑн ӳпӗннӗ, вӑл хӑйӗн хулӑн тымарӗсен пӗр ушкӑнӗпе пӗвен нӳрлӗ ҫыранӗнче тытӑнса тӑрать, тӑррипе йӑрӑс пӳллӗ ҫӳлӗ ӑвӑс ҫумне сӗвӗннӗ, кӑтра турачӗсене шыв тӳремӗ тӗлне уснӑ, ҫак туратсем ытти ешӗл йывӑҫсемпе пӗрле хӑйсен мӗлкисене шыв ҫине ӳкернӗ. Хитрескер-и хӑй? Аялта — ҫул ҫинче — ҫӳхе кӑвак платье тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи ҫине кӗрен сунчӑк хунӑ Зинаида васкаса утать. Акӑ спектакль пуҫланас мухтавлӑ самант та ҫитрӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй Англи парламенчӗн членӗпе калаҫма пуҫларӗ, мӗншӗн тесен республика партийӗ ҫине вӑл мӗнле пӑхни питех те паха пулнӑ. Леш финанс енӗпе специалист пулнӑ, ҫавӑнпа та Джемма малтан унран Австри валютипе ҫыхӑнса тӑракан техника ыйтӑвӗ пирки вӑл мӗнле шухӑшлани ҫинчен ыйтрӗ, унтан калаҫӑва майӗпенех Ломбардипе Венеци бюджечӗ ҫине пӑрса ячӗ. Инсаров ӑна болгар чӗлхинчен куҫарнӑ ик-виҫӗ юрӑ вуласа пачӗ те вӗсем пирки Берсенев: мӗн шухӑшланине пӗлесшӗн пулчӗ. Кайран ирӗксӗрех ҫак картинӑсем кама кирли ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Вӗсем хӑнкӑла пек, пӑрҫа пек тата ҫавсем евӗр ытти ирсӗр чунсем пек… Нехлюдовсем те ялтан таврӑнчӗҫ. Дмитрий (унпа эпир пӗр-пӗрне ҫырса тӑма килӗшнӗччӗ, апла пулин те, каламасӑрах паллӑ, пӗрре те ҫырмарӑмӑр) эп таврӑнсанах ман пата пычӗ, вара ыран мана университета пӗрремӗш хут лекцисем итлеме вӑл хӑйпе пӗрле лартса каясси ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр. Тимӗрҫӗ вӗсем хыҫҫӑн утрӗ, паркет ҫинче шуса ӳкес марччӗ тесе вӑл пӗрмаях шикленсе пырать. — Эпӗ ялта пурӑнӑп, эсӗ ман патӑма пырӑн; тен, эсӗ Сонечкӑна качча илӗн, — терӗ вӑл, — ачасем вылӗҫ пирӗн. — Намӑса пӗлесчӗ, Софья Ивановна. «Феррофлукто спиччебуббио!» — тенӗ вӑл вӑрҫса кашни нимӗҫе тенӗ пекех. Эпӗ Гэндса, иксӗмӗрӗн интерессем те пӗрле килӗшнине курса, пӗр тӗлӗшпе ҫеҫ шанма пултаратӑп: эпир иксӗмӗр те шкунӑна хӑрушӑ мар вырӑна, каярахпа ӑна нимӗнле йывӑрлӑхсӑрах илсе тухмалли вырӑна, ҫитерме шутлатпӑр. Павел ӑна хыттӑн:— Шурлӑха фабрика хӑй шучӗпе типӗтсен — ӑна пурте ӑнланӗҫ! — терӗ. Василиса Егоровна ҫӗрӗпе ҫывӑрайман, анчах упӑшкин пуҫӗнче вӑл пӗлме юраманни мӗскер иккенне ҫапах пӗлеймен. «Британи» каяс кун вӗсене вӑл Глазгора тӗл пулнӑ. — Голос. Мӗн? Пысӑк ҫар ним тума пултарайманнипе аптраса ӳкнӗ, тӑватӑ пин ҫын виҫӗ ачана ҫӑлма пултараймаҫҫӗ, — ӗҫ акӑ мӗнле пулса тӑчӗ вӗсен. — Кирлӗ мар пуҫтарма, ҫаплипех юлтӑр, — чарчӗ ӑна Комиссар сасси. Хӑҫан та пулин мӗн-тӗр каласан та, яланах манма хушать, урӑх нихӑҫан аса илмелле мар вара ӑна… Доктор кӗчӗ: унӑн ҫамки картланнӑ, вӑл яланах мана алӑ параканччӗ, халӗ ман паталла аллине тӑсмарӗ. Таптаса пӑрахӑр йӗрӗнчӗке! — Уйӑх ҫурӑра-и! Халь кӑна каларӑм… чей чашкине патока ярса парсамӑр мана… халь кӑна Данлеп йӑмӑка каларӑм, халь кӑна! «Мӗнле ӑс ҫитернӗ-ха вӗсем ҫав кӗмӗрккене илсе кӗме? — тетӗп. — Эпӗ хатӗр ҫӳлти турӑ умне тӑма, — терӗ сиввӗн Дик Сэнд. — Вилӗмрен хӑрамастӑп эпӗ. Яков тата яланах ҫакна курчӗ: ӳпкелешсе тӑраннӑ хыҫҫӑн ашшӗн ҫынсене ҫав тери кӳрентересси, вӗсенчен мӑшкӑлласси килнӗ, ку вара унӑн темскер кӗҫӗтсе тӑнӑ пекех пулнӑ. Лось хуравламарӗ. Ҫав хӑй тӗллӗн пулса тӑнӑ пусма картлашкисем пирӗн ҫӳлелле улӑхас ҫула пайтах ҫӑмӑллатрӗҫ. Вӑл вулканран сирпӗнсе тухнӑ чулсенчен пулса тӑнӑ. * * * — Савни, ыран ҫӗрле эпир каллех курса калаҫатпӑр-и? Вара: «ҫак самантра вӑл эпӗ пуррине те манса кайрӗ», — тесе шухӑшларӗ те, унӑн чӗри темӗнле йӑвашшӑн лӑпланса ларчӗ… Теткӑна Федор Тимофеич нимӗн те ӑнланман, ҫавӑнпа хуҫи ҫумне хӗсӗнсе хур ҫине шиклӗн пӑхнӑ. — Ҫапла, гражданин, — терӗ Симурден. Марс уйӗн шӑхӑракан йывӑҫ-тӗмӗ айӗнче, ҫавра тӑрӑллӑ ҫурт тӗлӗнче автомобиль чарӑнчӗ. — Пымасӑр! Анчах мана утӑ ҫулма аван пӗлекен ҫын кирлӗ. Пурӑн хаваслӑрах! Садовник хайхи йывӑҫсене шӑварма тытӑнать те «мӗншӗн шыв килмест-ха» тесе шухӑшлать. Генерал офицерсемпе килет! — …Кӑмака! — Вӑл кам ватӑ-и, ҫамрӑк-и? — ыйтрӗ Лукашка, хӗр ҫумне ларса. — Акӑ мӗнле ӗҫ иккен! — терӗ старик вӑйсӑрланнӑ сассипе. Каҫхине вӑл каллех ҫав сӗтел хушшинчех ларчӗ, пуҫне алли ҫине тӗрентерсе, Настасья Петровна калаҫнине итлерӗ. Эпӗ ӑна хул айӗнчен хӑюллӑн ярса тытатӑп та, эпир унпа командировка каятпӑр. Ну, кун хыҫҫӑн вара акӑ канаш-с ман сире: пуринчен маларах эсир салтак укҫисемпе те отчетлӑхпа тасалса ҫитетӗр. Йӗри-тавра пӑхатӑн та — вӑрман хумханать, ҫаплах кӗтетӗн: ак-ак ҫатӑртатать те хир сысни вараланма килсе тухать. Ҫамрӑк ӑмӑрткайӑксем чӑрӑлтатнине, станицӑран автансем е хурсем хирӗҫ сасӑ панине итлетӗн. Шуна май пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе илет, час та часах ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса сывлӑш ҫавӑркалать вӑл. — Ҫапла пулӗ ҫав, манса хӑварнӑ курӑнать… Ҫитменнине тата ӑна суд умне тӑратса айӑпланӑ, Христос тӗнне ӗненекен халӑхсем ҫав ӗҫе ҫирӗм ӗмӗр хушши ӗнтӗ суд ӗҫӗнчи ҫав тери пысӑк йӑнӑш тесе шутлаҫҫӗ. Пӗр хушша эпир вӗсемсӗр те ирттерме пултаратпӑр. Ӗҫӗ ытлашши интереслех мар тата яланхи хирӗҫӳ пек кӑна туйӑннӑ пулин те, Воропаев «вӗт тымарсене ҫитиех» чавса пӗлесшӗн пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл Широкогорова, Городцовпа питӗ туслӑскерне, ҫавӑн пек хирӗҫӳ мӗн пирки сиксе тухнине тата тавлашу сӑлтавӗсене пӗлме хушнӑ. Алӑкран юрпа шуралнӑ ҫын кӗрсе тӑрсан, тӑван ывӑлне палласа илчӗ, аллисемпе чӗрине тытрӗ, ҫав тери савӑннӑран нимӗн каласа яма та пултараймарӗ. Ӑна ҫав килте хӑйне ӗлӗкхи пекех йышӑнни хӑратса пӑрахнӑ. Эс илтетӗн-и мана е ҫук-и, вӗҫевҫӗ? Мӗн тытса чартӑр-ха ӑна? Ку ӗҫ ҫӑварнире пулса иртнӗ. Вӑл шыв вӑйӗпе ӗҫлекен Рио-Бланкори фабрикӗсен шурӑ стенисене курнӑ. — Палласах пӗтерейместӗп те сана… — Мӗнле-ха апла пӑспа — тупата пӗлместӗп!» Яков Лукич Половцевӑн йӗнерленипех пӗр вырӑнта тӑрса тунсӑхласа ҫитнӗ лаши кантӑк умӗнчен савӑнӑҫлӑн, тӑпӑртатса ташласа, чӗрнисене типпӗн чанклаттарса ыткӑнса иртсе кайнине кӑна илтсе юлчӗ. Хӑрушлӑха кура сирӗн ӑшӑрта сасартӑк ирсӗр сасӑ калаҫма тытӑннине пӑхмасӑрах, эсир, ҫемҫе пылчӑк ҫийӗпе ту ҫинчен шуса анакан салтак ҫине уйрӑммӑнах темӗнле пӑхса илетӗр, сирӗн умӑртан вӑл хӑлаҫланса, кулса чупса иртет, пӑхса илетӗр те, — хӑвӑр ӑшӑрти сасса калаҫма чаратӑр, ирӗксӗрех тӳрленсе тӑрса пуҫӑра кӑшт ҫӳлерех ҫӗклетӗр те шӗвӗ тӑмлӑ ту ҫинелле хӑпарма тытӑнатӑр. Кашни саспаллинех вӗҫӗмсӗррӗн тӑсатӑп. Анчах унтан мӗн усси пултӑр-ха, вӗсем хӑйсен хӑш еннелле каймаллине пӗлмеҫҫӗ вӗт! Кирлӗ пулсан, манӑн старик те пулӑшӗ. Матроссем, пӗр харӑссӑн кӗсменпе авӑсса, аманнӑ кит хӳрипе ҫапиччен пӑрӑнса ӗлкӗрес тесе, вельбота каялла ыткӑнтарчӗҫ. Вӑл хӗмленет ҫулӑмла ялкӑшса,Тоноша юнӗ ҫулӑмпа ҫунать… Тӑвансен сӑнӗсем ҫутӑлсах кайрӗҫ. — Мӗншӗн? Анчах вӑл, тапкалансан-тапкалансан, лаши ҫине утланчӗ те чӗлпӗре ярса илчӗ, хӑй енчен енне ывтӑнать, ак хайхи тепӗр самантранах ура ҫине сиксе тӑчӗ, чӗлпӗрне пӑрахса, йӗнер ҫине улӑхса тӑчӗ. Лаши ҫил пек ыткӑнать! Санӑн, Якку пичче, хӑвӑн ҫумӑнта нимӗн те ҫук-и? Дегтяренко хыҫӗнче Михайло мучин шурса кайнӑ, асаплӑ сӑнӗ курӑнать, ун куҫӗсем савнӑҫлӑн чарӑлса, ҫутӑлаҫҫӗ. Унпа юнашар каҫӑртарах сӑмсаллӑ, харсӑр сӑнарлӑ медсестра, Леночка, тӗттӗмелле тинкерсе пӑхса тӑрать. Вӗсем чӗрӗ ҫынсем пек мар, сарӑ та кӑвак сӑнӗсем нимӗн те палӑртмаҫҫӗ. — Атте патне ҫырассу килетех пулсан, ҫырса ярах, тархасшӑн, анчах эпӗ сана ҫав ачапа юнашар тӑнине»тепре курсан, дачӑна пӑрахатӑп та, иксӗмӗр те Мускава каятпӑр. — Ҫук, Дик мистер, ҫук! — хирӗҫлерӗ хӗрӳллӗн Том. Хашкать хӑй, йывӑррӑн сывлать тата куҫӗсене хытӑ хӗснӗ май йӑмра тымарӗсем айӗнчен темскер туртса кӑларма тӑрӑшать. — Чӑнах та курӑпӑр-ха, — терӗм пиччене хирӗҫ, вӑл хавхаланса калаҫнипе ирӗксӗрех ун еннелле ҫавӑрӑнса, — курӑпӑр-ха, унта мӗн те пулин курма майӗ пулсан! Ҫнелтен ҫеҫ шутлани те ҫыран хӗрне сакӑрвунӑ пин чураран кая мар хуса тухнине кӑтартать, хупӑрласа тытнӑ чухне вӗлернӗ ҫынсене шутласан, ҫак хисеп, тен, вунӑ хут та ытла пуль. Походсемпе йывӑр ҫапӑҫусем ҫук чухне ҫарта эрех хушса пама ирӗк паракан йӗрке тӑрӑх кошевой эрех порцине икӗ хут ӳстерме хушрӗ. Игнат ҫӑмлӑ пусмаран ҫӗленӗ хулӑн кӗрхи пальтопа, ҫак тума вӑл хӑй килӗштерет, — амӑшӗ вӑл пальто ҫаннине мӗн тери кӑмӑллӑн шӑлкаласа ларнине, ҫирӗп мӑйне пӑркаласа хӑй тӑрӑххӑн пӑхкаланине курчӗ. — Ыраттармаллах ҫапрӗҫ-и сире? — тесе ыйтрӑм эпӗ унпа пӗрле тӗттӗмре, кӗрхи вӗтӗ ҫумӑр айӗн утса. Урӑх ҫакӑнта уруна ярса ан пус! — Ҫав утта эпӗ хам ҫиетӗп-им? — Ах, эсир калани — хӑрушӑ; анчах ҫынсен ҫав юрату текен туйӑм пурах-ҫке-ха, тата вӑл туйӑм уйӑхлӑха та темиҫе ҫуллӑха ҫеҫ мар, ӗмӗрлӗхех пур вӗт. Ҫапла каларӗ те лешӗн ҫӑра куҫ тӗкӗсем чӗтреннине асӑрхарӗ. Ӗлӗк халӑх тимӗрччӗ, халӗ нимӗн тӗрекӗ те ҫук… Совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче хӗнеме юрамасть… Пӗр ҫаврӑм выляса пӗтермесӗрех, вӑл, темле тарӑхса, карчӗсене шӑналӑк ҫине пӑрахрӗ те аллипе чӗркуҫҫине ыталаса тытрӗ. — Эппин мӗншӗн эс ҫавӑнта ҫӑлтӑрӑн сулахай енчи ҫӳлти юппине сӗлӗх пек кукӑр туса лартнӑ? Вӑл ҫавӑрӑнчӗ те пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. «Вӑхӑт!» пӑшӑлтатса каларӑм эпӗ шӑл витӗр вара йӑлт тӳмеленсе, ҫанна тавӑрса, сада кайрӑм. Андрий хытса тӗлӗнсех кайрӗ. Анчах ҫав минутрах труби, хутламӗсем шуса кайнипе, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса кӗскелчӗ те, тӑруках чаракне ҫухатнӑ ҫӗнӗ пассажир палуба ҫине тӑсӑлса та анчӗ. Фикусӑн йывӑр та ҫутӑ симӗс ҫулҫисем витӗр Давыдов крыльца ҫинче вӑхӑтсӑр мӑнтӑрланнӑ пулин те хӑйӗн илемне ҫухатман ҫамрӑк хӗрарӑм тухса тӑнине курчӗ. Хӑй вӑл ҫывӑрнӑ чух тӑхӑнакан кӗске ҫанӑллӑ кӗпепе, — ӑна вӑл кивӗ юбки айне кӗртсе янӑ. Стенасем ҫинче, час-часах тӗл пулакан симӗс мӑйӑхлӑ сунарҫӑсемпе хӗрлӗрех кӑвак йытӑсем тата никам пӗлмен генералсен сӑнӗсем вырӑнӗнче, типӗтнӗ курӑксен кӗлтисем, шанӑҫтарнӑ тымарсен ҫыххисемпе апат-ҫимӗҫ савӑчӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫаврӑнатӑр, коробочка тӑватӑр, унтан анса ларатӑр. Том хӑраса ӳкрӗ. Ӑна кунҫулне тавӑрса пама май килмест пулсан, ун пуҫне ҫинӗ юрӑхсӑр ҫынна тавӑрас пулать. Пуҫласса ӑна 1912-мӗш ҫулхине, ҫулла, Петербургри Николаевск кӗперӗ патӗнче «Св. Мария» шхуни тӑнинчен пуҫланӑччӗ: «унӑн стенисемпе маччисене шурӑ краскӑпа сӑрлани нумай та пулмастчӗ-ха, яка хӗрлӗ йывӑҫран тунӑ сӗтел-пуканӗсем куҫкӗски пек йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, каючӗсенче кавирсем сарса тухнӑччӗ. Огнянов хӗвел анса ларасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтрӗ, хӑй валли шанчӑклӑрах кӗтес шыраса, вӑл вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрерӗ. Каҫарӑр, ятӑра пӗлместӗп сирӗнне. Хӗрарӑмсем ун пирки ӑсӗсене ҫухатнӑ, арҫынсем ӑна вӗҫкӗн тенӗ, вӑрттӑн ҫӗрте кӗвӗҫнӗ. Казак хӗрӗсем вӑйӑ выляма пуҫламан-ха; вӗсем йӑмӑх чечеклӗ бешметсемпе тата пуҫӗсене куҫ таранах ҫавӑрса ҫыхнӑ шурӑ тутӑрсемпе, ҫӗр ҫинчех е пӳрт тӑпрасӗсем ҫинче, хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем тивмен вырӑнта, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса ларнӑ та уҫҫӑн кулса калаҫса лараҫҫӗ. — Халь асра тыт ӗнтӗ, шайккуна та пӗлтер, пирӗн хушӑра ку юлашки калаҫу пултӑр. — Сирӗн аннӗр пурӑннӑ пулсан, унӑн ывӑлӗ ҫакӑн пеккишӗн ҫынсем ӑна кӗвӗҫнӗ пулӗччӗҫ… Кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫил икӗ хут вӑйланчӗ; сулӑ ҫинчи мӗнпур япаласене вӗренсемпе хытӑ ҫыхса хумалла пулчӗ. Тӗлӗнмелле чӗрчун пӗр йывӑҫ тунинчен теприн патне пӑлан хӑвӑртлӑхӗпе чупса ҫитет. Вӑл ҫӗр ҫумне ҫав тери пӗшкӗннӗ пулин те, этем пек, икӗ урапа ҫӳрет. Хамӑр ялсем те мар, хамӑрӑннисем пирӗн таҫта — Оленино таврашӗнче ҫапӑҫаҫҫӗ; ютсем, чугун ҫул таврашӗнчисем килчӗҫ. Ҫӗнӗ планета Хӗвел тавра 15 уйӑхра пӗрре ҫаврӑнать, Ҫӗр вара — 12 уйӑхра пӗрре. Вӑл сансӑр пурӑнаймасть, эсир пӗр сӑлтавсӑрах ятлаҫнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп», — тесе ҫырать. Анчах Артамонов ҫавӑнтах хӑйӗн йӑнӑшне сисрӗ: ку — тӗрӗс мар, акӑ, Алексей тармарӗ, ӗҫе вӑл, ашшӗ пекех юратать Вӑл — ҫӑткӑн, тӑранма пӗлми ҫӑткӑн, тата пур ӗҫе те вӑл ӑста, ҫӑмӑллӑн тӑвать. Тен, тарсах та ӳкнӗ пулӗччӗ-и, анчах ҫав вӑхӑтра урхамахӗн ури темле лакӑма пырса тӑрӑннӑ та, ӳкнӗ чухне хуҫин урине хуҫса пӑрахнӑ. Сапаланчӑк куҫпа пӑхса ҫаврӑннӑ майра-патша хрампала кӗлӗҫсене. Капла вара туйӑмӗсем те, энергийӗ те вӑхӑтсӑр, вырӑнсӑр ҫӗрте ҫуралать, — ҫакӑ вӑл, паллах, ҫынна сиен кӳнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те кӳмест. — Вӑл лайӑх ҫын, — асӑрхаттарчӗ Павел. Эпӗ ҫак пурнӑҫпа пурӑнма хӑтланса пӑхрӑм та хамӑн халсӑрлӑха, хам хуҫкаланса пӗтнине аванах сисрӗм. Хӑш чухне вӑл пӗр-пӗр ҫурт ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, ӑна мӗншӗн ҫапла ӑнланмалла мар туса лартнӑ-ши, тесе тӗлӗнчӗ; тепӗр чух тата ямшӑкпа Ванюшран тӗлӗнчӗ, вӗсем уншӑн пачах та ют ҫынсем, ҫапла пулин те ак унпа пӗрлех ларса пыраҫҫӗ, вӗсем те, пичеври лашасем шӑннӑ пӑявсене картлаттарса туртнӑ май, Оленинпа пӗрле чӗтресе тата силленсе илеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха ҫапла тесе тӗлӗнчӗ те каллех: «Лайӑх вӗсем, юрататӑп!» — терӗ. Тепре тата: «Мӗнле ярса илет! Хӗрлӗ питлӗ хӗр, кулянса, аллисене хуҫкаласа кӑшкӑрашрӗ, анчах ӑна нимӗн те ӑнланмалла мар, вӑл ют чӗлхепе калаҫать пулас. — Тавтапуҫ, ывӑлна часрах кӑлар, — тенӗ Владимир. Вӑл ҫакна ӑнланчӗ: Половцев хыҫӗнче тӑракан тата восстани тума хатӗрленес ӗҫе ертсе пыракан вӑйсен хальхинче ӗҫ тухмарӗ; вӑл ӗнтӗ ҫирӗппӗнех ҫапла шухӑшлать: халӗ текех восстани пулас ҫук, мӗншӗн тесен майлӑ вӑхӑтпа усӑ кураймарӗҫ тата совет влаҫне чи курайман казаксен шухӑш-кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ: «Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть. Пӗрре Павел Артём патне пычӗ. Юлашки пек пулма пултарать тесе шикленсе, Морис лассона пушатмасӑр, йӗнер ҫинчех ларать. Халь тесен халь выставкӑна леҫ! Леш хӗрарӑмӑн ачи сывах марччӗ, тухтӑр каланипе кӑнтӑра кайнӑ та — ачине те вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Арканзасри мыскара Хӗвел тухрӗ, анчах эпир чарӑнмарӑмӑр, малалла ишрӗмӗр. — Манӑн та пурпӗрех, — терӗ ученый. Вӑл вӗсене ҫаптарса илме хушнӑ, вара икӗ рабочи вӗсене хапӑл тусах йӑмра турачӗсемпе ҫунтарнӑ, Васька кочегар ташла-ташла, антӑхса каяс пек юрланӑ: Ак мӗнле кунта хурт-кӑпшанка ҫаптараҫҫӗ. Ак мӗнле кунта тӗп-тӗрӗс суд тӑваҫҫӗ… Унӑн сасси татӑлнӑ та, вӑл темскер мӑкӑртатса, аллисене саркаласа, сасартӑк кӑшкӑрса янӑ: Хӑтарсам, турӑ, хӑв ҫыннусене! — Алфавитри пӗтӗм саспаллисенчен Динго пӗлекен икӗ саспалли. Хӑрани, ҫӑлӑнӑҫ ҫуки, каҫӑхми инкек — ҫаксем пӗтӗмпех старикӗн пит-куҫӗнче палӑрчӗҫ. Республика Лантенак пирки ахальтенех пӑшӑрханман. Ҫак икӗ паллӑ вырӑн хушшинче йывӑҫ турачӗ ҫинче тата Зеб пӗр япала тупнӑ, кӑна темӗн чул разведчик та, йӗр йӗрлекенсен пуҫлӑхӗ — Спэнглер та тупма пултарайман. — Епле пысӑкланса кайнӑ эсир! — Пекарь сиртен ним ҫинчен те ыйтса пӗлмест-и? Ҫапла хӑтланнӑ хыҫҫӑн сирӗн пӗчӗк ачалла нӑйкӑшса лармалла-и? Ӗмӗтсӗр страус пек пӗтӗмпех хыпса ҫӑтӗччӗ! — Кӑмӑлӑр ҫук-тӑк, эсир пач нимӗн каласа памасса та е вӗсене ҫырупалан пӗлтерме те пултаратӑр. «Тӗп пулччӑр мӗнпур тӑшмансем, вырӑс ҫӗре ӗмӗр-ӗмӗр ырӑ куртӑр!» теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ мӗскӗн. Кунтан халӗ ӑнлантарса ларассине кӗтмелли ҫук, — тесе хушса каланӑ Зеб, Морис ҫине пӑхкаласа. Иккӗленсе тӑтӑм. Унӑн тискер ҫи-пуҫ — тум-тирӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк, куҫӗсене ӑсран тайӑлнӑ ҫынсем пек тинкерсе пӑхать. — Ҫапла, ҫынсене вӑратаҫҫӗ те, — терӗ Лозневой, алӑк патнелле иртсе. Эпӗ ҫав тери шӑртланса кайрӑм. Ҫавӑн пекех Андрий ҫилли те, пачах пулман пекех, таҫта ҫухалчӗ. Самозванецран крепость пуҫлӑхӗ пулма ирӗк илнӗскер, вӑл хӑй курайман телейсӗр хӗре, ним айӑпсӑрскере, тем те тума пултарӗ. Силвио, ӑслӑ та пурӑнӑҫра нумай япала курса хӑнӑхнӑскер, паллах, вӑл сӑлтава сисмесӗр юлма пултарайман. — Афан ҫын? Тӗмесем хыҫӗнче хамӑр вырӑс, совет ҫыннисем иккенне ӑнланчӗ вӑл. — Мӗн эсӗ ӑна аптӑрататӑн? Хам ҫав шухӑш патне ҫитсен, мана та сивӗ пулса кайрӗ. Кама кирлӗ пулнӑ-ха вӗсем, пире-и? Синопа мана ҫӑлчӗ. Эй, турӑ!.. Лисицин, салху пӑхса, аллинчи пакета илсе уҫрӗ, конверчӗ ҫине расписка ҫырса пачӗ. — Унтан вара хаяррӑн хушса хучӗ: — Вӗсем ытла иртӗхсе кайрӗҫ, чиперрӗн лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ. — Мухтав сана, ҫӳлти турӑ! Анчах, халӗ икӗ хут вӑйлӑрах ишсен, эпӗ ӑна каллех хуса ҫитме пултаратӑп. Хӑрса типнӗ курӑксен муртӑк тымар ҫипписемпе хутӑшнӑ хура тӑпра тусанӗ тип-типӗ те вӗри. — Шакальсем!.. Епле-ха капла? Сиксе илсе, Черня хуҫа ури патӗнче ачашланма тапратрӗ. — Туршӑн та, тӗлӗнмелле ҫын эсир, — терӗ вӑл. Турра тав, куратӑп — ял. Игнатий вара чӑрмалать ун чӗрине, — кӑлӑхах! Курсах тӑрӑр, вӑл сире килес ҫул ҫӑвӑрласа парӗ». Ҫав япала хӑратмарӗ, кӑшкӑрмарӗ, анчах куҫа курӑнми ӳссе, тавҫӑрса илмелле мар аталанчӗ. Эпӗ:— Тен, кунта аван мар пулӗ? — тесе мӑкӑртатрӑм. — Ун пек тума памалла мар, — терӗ Микель. Ҫапӑҫаканӗсем сылтӑм аллисене — малалла, сулахаййисене — кӑкӑрӗсем патӗнче тытса, пӗр-пӗрне хытӑ астуса пӑхса, тапранкаласа тӑраҫҫӗ. — Петрухӑран илмелли пур… Сасартӑк Огнянов ҫынсем пынине те илтрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Комиссар Вильямс академика аса илчӗ. Анчах ман шухӑшпа ҫав ҫамрӑк ҫын кирек мӗнле пулсан та мана хӗпӗртеттерме тӑрӑшрӗ: вӑл йӑпӑлтатрӗ, маттур текелерӗ, пирӗн ҫине пысӑккисем пӑхман чухне ман черккене тӗрлӗ бутылкӑсенчен эрех тултара-тултара пачӗ, ирӗксӗрлесех ӗҫтерчӗ. Сасартӑк чӗтресе ӳкрӗ хайхи, пуҫ касма хӑпартса тӑратнӑ ҫӗрти пек; ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ… унтан вара хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ те Пидорка ҫӳҫенсех илчӗ. Уйӑх ҫинче сывлӑш ҫукпа пӗрех тесе малтанах систернӗччӗ пире. Пӳрт чӳречисем хӗрлӗреххӗн, тӗксӗммӗн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Каҫ пуличчен вӗсем ҫав пампассенчи илемлӗ шыв хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ. Арҫын мексиканец тумне тӑхӑннӑ. Э-э, сирӗн преосвященство, эсир полковник ыйтнипе килӗшсен, ун чухне вара эпӗ хытӑ ҫывӑрӑп. Пӗр-ик мӑскал тӑхлан к-калама ҫук канлӗ ҫывӑрттаракан япала. Пароход хыҫҫӑн вӑрӑм буксирпа баржа пырать, вӑл та хӗрлӗ тӗслӗскер, ӑна палуба ҫинчен тимӗр решеткепе хупланӑ, решетке ӑшӗнче — суд туса урӑх ҫӗре пурӑнма тата катӑргӑна янӑ ӑристансем пыраҫҫӗ. — Давыдов хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ. Малалла! — Елена! — терӗ вӑл: — эпӗ вилетӗп. Атте хӑшпӗр чухне унта сыснасемпе пӗрле ҫӗр каҫкалатчӗ, анчах шӑл ытла та хытӑ харлаттарать, — тӗреклӗрех тӑмасан, ураран та ӳкерӗ. Иксӗмӗр те, тертленсе ӗшеннӗскерсем, ирхи апат хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑрса илес тесе выртрӑмӑр, эпӗ вара шухӑшлама тытӑнтӑм: аттепе тӑлӑх арӑм мана ан шыраччӑр тесен, вӗсене чавса тӑршшӗ лартас пулать. Ҫапла туни ӑнӑҫлӑ тарӑп тесе шаннинчен лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсем эпӗ килте ҫуккине асӑрхиччен аякка тарса ӗлкӗрме ҫук-ҫке, — темӗн те сиксе тухма пултарать… Диканька витӗр тухса килнӗ чух хам патра сахалран та икӗ кун хӑналантӑр, — турри ырлӑх та сывлӑх патӑрах сире, нумай ҫул пурӑнмалла тутӑр! Марийкӑна хӑй умӗнче ҫывӑхранах курсан, Лозневой кӗтмен ҫӗртен шухӑшласа илчӗ. «Таҫта курнӑнах туйӑнать ку, терӗ вӑл. Йӑлтах курнӑ пек: мӑнкӑмӑллӑ пуҫӗ ҫине чечек кӑшӑлӗ пек вырнаҫтарса хунӑ хулӑм хура ҫивӗчӗсене те, ялан йӑл кулма хатӗр те чӗррӗн ҫутӑлса тӑракан илемлӗ ачаш сӑнне те, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пулин те, ҫав-ҫавах хӗрлӗ питҫӑмартайӗсене те, ача тути майлӑ хӑпарсарах тӑракан тутине те, телейпе йӑлкӑшакан хура куҫӗсене те, — йӑлтах курнӑ». — Пур. Юлашкинчен, хӑй мӗнпур вӑйпа тӑрӑшса хӑтланнин усси ҫуккине ӑнланса илсен, урса кайнӑ выльӑх урисемпе тапкаланма пӑрахрӗ, вырӑнтан тапранса кайрӗ те прериелле вӗҫтерчӗ. Хальхи вӑхӑтра пӗтӗм ҫӗре вут хыпса илчӗ. Апатланасса вӗсем питӗ йӗркеллӗ те типтерлӗ апатланчӗҫ. Ҫамрӑк тихасем хӑйсене питӗ йӗркеллӗ тытрӗҫ, хуҫасем хӑйсем патне апатланма килнӗ хӑнана ҫав тери тараватлӑ пӑхрӗҫ. — Саня, ҫак кӗнекесене эпӗ сана парне парасшӑн, — терӗ вӑл, кӑштах чӗтреннӗ сасӑпа. Кайиччен малтан енчен енне ҫаврӑнса пахрӗ. Вара вӑл, куҫлӑхне сӑмси ҫине лартса, чи лайӑх профессор тесе, экзаменех пикенчӗ. — Аллипе сывлӑша кастарса, вӑл тепӗр хут каларӗ: — Хӗнемелле вӗсене! Анчах акӑ мӗскер… эсир пирӗн пата хӑҫан та пулин ҫитсе тухас-тӑк, пӑшалсӑр килсен аванрахчӗ… Вӑрҫӑ иртӗнтернӗ сире! Анчах та пӗрре, ҫурхи каҫ, Алексей амӑшне таҫта ӑсатса хула урамӗ тӑрӑх утса пынӑ чух, ҫул ҫинче пӗр хӗре тӗл пулнӑ. Ну, юрӗ! Хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен тата хуҫалӑхри ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама та унӑн вӑйӗ ҫитейми пулнине кура, Егоровна мӗн пулса иртни ҫинчен ҫав вӑхӑтра Петербургри гварди пехотти полкӗсенчен пӗринче службӑра пулнӑ ҫамрӑк Дубровскине пӗлтерме кирлине туять. Ха, тирӗ мӗнле ҫӳхе». Аманнӑ ҫынна хӗрлӗ хӗрес флагӗ ҫакӑнса тӑракан пӳрте парса хӑварчӗҫ. Зеб халь чиперех лаша патнелле пыма пултарнӑ. Пура тавра сарлака анлӑха тасатса хунӑ тата ултӑ фут ҫӳллӗш пӗр алӑксӑр, пӗр шӑтӑксӑр хӳме тытса ҫаврӑннӑ. Ӑна ҫӗмӗрме ҫӑмӑл мар, анчах ун хыҫне ларса пура ӑшӗнче ларакан ҫынсенчен пытанса тӑма май ҫук. — Сас-чӗвӗ ҫук-и-ха? Пирӗн рота уяв умӗн каять, сирӗн сотьнӑн та каймалла. Наумов, пӗчӗк те питӗ вашават, пысӑк пуҫлӑ та вӑрӑм алӑллӑ ҫын, «Т» районӗнче чупкаласа, пӗчӗк кӑна «урка» вӗҫекен пӗлӗтелле пӑхса, самолёта тытса пыракан ҫынна тарӑхса кайсах ятлаҫнӑ: — Арча… михӗ… ылтӑн тултарнӑ михӗ… Эпӗ хӗвеле темле ӑраснах юрататӑп, унӑн ячӗ те, ятӗнчи тутлӑ сасӑсем те, вӗсенче пытанса тӑракан янтравлӑ сасӑ та ман кӑмӑла каять; куҫа хупса, пите вӗри пайӑрка патнелле тытма юрататӑп, ҫав пайӑрка хӳме ҫурӑкӗ витӗр е туратсем витӗр хӗс пек тухнӑ чух эпӗ ӑна алӑ тупанӗ ҫине тытма юрататӑп. Вӑл сасартӑк пӑхрӗ те — хӑйне кӗтмен ҫӗртенех уҫӑ куҫпа выртнине курах кайрӗ, чунӗнчи салхулӑхӗ те малтанхиехчӗ. Джон нимӗн те чӗнмест, анчах ӑш-чикӗ унӑн суднопа пассажирсемшӗн пӗрре те лӑпланмасть. Курса? Хӗнессе ӑна вӑрлӑх фондне ҫав самантрах кӳрсе пама килӗшменшӗн хӗненӗ… Секундантсем пулмаҫҫӗ пирӗн, анчах свидетель пулма пултарать. Широкогорова куҫран пӑхма хӑяймасть вӑл. Вӗсенче ҫутӑ сӳннӗ, поезд тепӗр сехетрен каять, электричество проводне тӳрлетсе памалла. Ярцев куҫне хупрӗ, тӗлӗкӗнче час-часах куракан ҫапӑҫу хирне курчӗ, акӑ халь ӗнтӗ ӑна, юнланса пӗтнӗскерне, чӗрӗ юлнӑ салтаксем ҫакӑн пек воронка патнелле ҫӗклесе каяҫҫӗ, — ҫак самантра вӑл пӗтӗмӗшпех халран кайрӗ, унӑн ӗнтӗ хӑйӗн сехрипе кӗрешме те вӑйӗ юлмарӗ. Тата ҫапла та калаҫнӑ: вӗлерекенне шыраса полици пӗтӗм хулипе ухтарса ҫӳренӗ, тет (калаҫнӑ чухне халӑх ҫынна айӑпламалли япаласене яланах час тупать те приговорсем туса хурать), анчах вӗлерекен ҫынне полици ниҫта та шыраса тупайман, тет. Вӑл тӳрех ҫӑвар тулли ҫӑкӑр ҫыртса илчӗ, шупка-хӗрлӗрех сӑн ҫапнӑ сарлака шӑмӑллӑ питҫӑмартисене хыттӑн вылятса чӑмла-чӑмла хӗсӗнтернӗ чакӑр куҫӗсемпе Разметнов ҫине тирӗнчӗ. Ҫак мӗнпурри хушшинче вара ҫемҫе пукан ҫинче ларакан аслӑ ҫыннӑн кӗлетки ӑраснах ҫӳллӗ курӑнса тӑчӗ. Вӑл судья пек ҫӳлтен ҫеҫ пӑхса кулнипе шкула ҫутатса, хӑйӗн чаплӑлӑхӗпе ӑшӑнса ларать тейӗн, мӗншӗн тесен вӑл та хӑйне майлӑ «мухтанать». Петр ӑна ӗненмен. Ун ҫинчен ачасемпе калаҫмаҫҫӗ. Планетӑсемпе паллашма эпир Уйӑхран пуҫлатпӑр та:Уйӑхпа Ҫӗре уйӑрса тӑракан 384 пин километр ытлашши нумаях та мар. (Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне Зурин куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек темле кӗвӗлетсе шӑхӑрса илчӗ те, ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, эпӗ калама ҫук иментӗм). Пӗтрӗ нимӗҫ! — Кала-ха, Лука Петрович, чӑннине, — терӗм эпӗ ӑна сӑмах майӗпе, — ӗлӗк, эсир ҫамрӑк пулнӑ вӑхӑтра, лайӑхрах пулнӑ вӗт? Пирӗн юн ҫӗре ҫумӑр пек шӑварсан, чӑнлӑх лайӑх ӳсет, анчах вӗсен ҫӗрӗк юнӗ нимӗнле йӗр хӑвармасӑрах пӗтет, эпӗ ӑна пӗлетӗп! Пӑрахут ман тӗлтен иртсе кайрӗ, сӑмсахран иртсе курӑнми пулчӗ. Кансӗрлесшӗн марччӗ сире. Итлесе кӑна тӑтӑм. Вӑл, эпӗ тата мӗн калассине кӗтнӗ пек, ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Англире те совет влаҫӗ пулмалла-и? Ирпе вара ҫирӗм виҫӗ вӑкӑр выртнӑ ҫӗртен тӑраймарӗҫ. Сире, хамӑн чи лайӑх тусӑмсене, хуйха ӳкерес мар. Мана ҫавӑнтах илсе тухса сӗтел ҫине тӑратрӗҫ; эпӗ калла-малла уткаласа ҫӳрерӗм, команда панипе хӗҫе йӗннинчен турта-турта кӑларса каллех йӗннине чикрӗм, хам хуҫан хӑнине реверанс турӑм, ун сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлтӗм, ӑна курнишӗн пит савӑнатӑп, терӗм, пӗр сӑмахпа каласан, хамӑн пӗчӗк няня мӗн вӗрентнине пурне те тӗп-тӗрӗс туса кӑтартрӑм. Эпӗ вара, — хулӑн сасӑра ӑшӑ, хумхануллӑ нотӑсем палӑрчӗҫ, — эпӗ вара, ырӑ ҫыннӑм, туршӑн та, сире пурсӑра та хам ачамсем пекех юрататӑп. Географишӗн пӗрремӗш награда Тӑп-тӑр янкӑр пӗлӗт уҫланкинче курӑнакан темиҫе сӑрт чугунҫулран икӗ миль леререх Люттон улӑхне хупланӑ. — Ну, юрӗ, юрӗ, — терӗ Бояркин, ҫаплах-ха кулкаласа. Пилленисем тухса кайсассӑн, вӑл чирлӗ ҫын вырӑнӗ сине пырса ларчӗ те ҫирӗппӗн калама тытӑнчӗ: — Ан пӑшӑрхан, пурте йӗркеллӗ пулӗ. Хӗвел анма пуҫласанах кимӗ ҫыран хӗррине пырса чарӑнчӗ. Горицветов, Елизавета Попова патне чупса пырса, ун ҫине кӑшкӑрнӑ: — Мӗншӗн эсир шарламастӑр, эсир, ӑс-тӑн ҫынни? Халӗ те вӑл, хулпуҫҫийӗсене турткалантарса илсе:— Каях, кай хӑвӑн вырӑнна… Туземецсем йӑваш чӗреллӗ ҫынсем пек пулнине шанса, вӑл экипажӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне ҫӗр ҫине анма хушнӑ, вӗсене вара вӑрмантан ҫыран хӗррине ҫитиччен ҫул уҫса мачтӑна юрӑхлӑ йывӑҫсене шыв хӗррине илсе тухма хушнӑ. Станцине кочегарпа ҫеҫ хускатса яма хӑрарӗ. Судье аллипе Ривэрӑна сирсе янӑ та, ӳкнӗ гладиатор умӗнче секундсем шутлама пуҫланӑ. Вӑл кашни минутрах ӳкет те пӗр самант ним тапранмасӑр, ҫамкине нӑтӑртатакан юр ҫине тӗксе кӗрт купи ҫинче выртать, унтан тӑрать те каллех темиҫе утӑм ярса пусать. Шлепке хӗррисем ҫинче ҫӗкленсе тӑракан пуҫ ҫемҫе курӑк ҫинче чӳхенме пӑрахичченех, Кольхаун лашана шпорӑсемпе тӑрӑнтарса, сиккипе вӗҫтернӗ. Гусев вӗсене разведкӑна ячӗ. — Вилме. Хӗҫпӑшаллӑ вунпилӗк юланут тӑкӑрлӑкран майӗпен тухса, пасар площадьне кӗчӗҫ. Акӑ салху пьянцӑн, кимӗпе ҫӳрекен Фермановӑн ҫӳҫлӗ пуҫӗ чӳрече витӗр усӑнчӗ; вӑл кӳпчесе хӗсӗнсех кайнӑ куҫӗсемпе хӗвӗше пӑхать те, хир сысни пек нӑрӑклатать. Ҫӗр вӑл, хӑй тӗллӗн илсен, хура; йывӑҫ вуллисем те ҫуркунне хура е сӑрӑ; анчах ҫав тӗттӗм сийсене ҫурхи ӑшӑ та ҫутӑ пайӑркасем лӑпкама пуҫласанах, вӗсем ҫийӗн симӗс ҫулҫӑсем, симӗс курӑксем тапса тухаҫҫӗ. Паян ҫӗрле сан патна пыратӑп эпӗ, — тет вӑл васкавлӑн. Машинӑн тормозӗсем чашласа илчӗҫ. Картонпа ҫапнӑ икӗ ещӗкӗ — пукансем. Шарф вырӑнне мӑя ҫыхма Токарев ӑна хӑйӗн алшӑллине панӑ. — Ҫук, Клош-Кванӑм! Эпир пупа тытма килмен-ҫке, ахаль ҫын тухасса кӗтеттӗмӗр, — тӳрре тухрӗ лешӗ. Эпӗ хаман учитель ашшӗпе малалла мӗн пулнине питӗ лайӑх чухлатӑп: вӑл шыҫӑнса кайнӑ, унтан «тума пуҫлана тупӑка ҫӗнӗрен пӑсса тума тӳрӗ килнӗ, мӗншӗн тесен вилен калӑпӑшӗ чӗрӗ чухнехинчен виҫӗ хут пысӑкланнӑ пулнӑ». Ҫук, эсӗ пит те ӑста ответ патӑн, ачамҫӑм! — Анчах та вӗлермеллех пулнӑ ӑна, — халӑх умне илсе тухмалла-мӗн те, татӑкӑн-татӑкӑн вакласа, унӑн ирсӗр ашне йытӑсене пӑрахса памалла-мӗн. Ман ҫавӑнтах кӑмӑл таврӑнса ларчӗ. Пухӑва эсӗ Палага Кузьмичевӑна ӳкӗтленӗ пекех ӳкӗтлетӗн… Унпала шартлама сивӗре те ӑшӑ. Тӑлӑп ҫинче — хулпуҫҫи ҫинче — винтовка. Тӑлӑп аркипе юра хыртарса, красноармеец хурал сукмакӗ тӑрӑх махорка тӗтӗмне ҫӑтса киленсе пырать. Акӑ куратӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Аркадий, вара кӑштах тӑрсан: — анчах мӗншӗн-ха ӑна качча кайман пулӑттӑр эсир? Вӑл куҫлӑхӗпе пӳрнисене касрӗ, вӑрахчен сӑмса тутӑрне кӑларчӗ. Падди О'Мур хӑйӗн историне каласа кӑтартрӗ. Морис Джеральда Луиза Пойндекстер ҫӗрле курса калаҫни, ҫакӑн пирки вара шӑлнӗпе харкашса кайни, Морис прериелле тухса кайни, Джеральдран каҫару ыйтас тесе, Генри ун хыҫҫӑн тухса чупни, — ҫакӑ пурте пӗтӗмпех ӑнланмалла пулнӑ. Хӗр те ӑна хӑй ӑшӗнче савса тӑни ҫинчен сӑмах уҫса калама кирлех-ши? Трактир алӑкӗ умӗнче ман алла силлесе вӑл шӳт туса канаш пачӗ: — Эсӗ пустуй ан хуйхӑр; эсӗ хуйхӑратӑн пулмалла, э? — Каях эсӗ, Маша, хӑвӑн пӳлӗмне, ан хӑра. Вӑрман варринче, тасатнӑ та сухаласа акнӑ уҫланкӑра, Хорӗн ҫурт-йӗрӗ пӗр-пӗччен ларать. Унӑн тӑрӑхларах питҫӑмартисене вӗтӗ чӗкеҫ шатри тапса тухнӑ, чӑпар сӑнӗ-пичӗпе вӑл чакак ҫӑмартине аса илтерет. Лӑп ҫав ирхине лавкара приказчик ман еннелле пуҫне кӑтартса Петр Васильева каларӗ: — Кӑмӑла каймалла мар ача тата ниме вӗренме те пултараймасть! — терӗ. Бамангватсен облаҫӗн варрине кӗнӗ, вара майӑн 28-мӗшӗнче ӑна Линьянтире макололосен ҫамрӑк ҫул-пуҫӗ Секелету пысӑк чыспа кӗтсе илнӗ. Кирек кам та кӑна тума пултарать. Манӑн мӗскер ӗҫ унта? Унӑн манӑн куҫ умӗнчех икӗ хут вилмеллеччӗ ӗнтӗ, вӑл пур — ҫаплах пурӑнать. Дик та! — кӑшкӑрса ячӗ Уэлдон миссис. Ман кучер пуласчӗ, пӗр тройка ҫивчӗ лашаччӗ, э… Вӑл сӑмси ҫине ӗнер сиксе тухнӑ шатрине пӑхасшӑн пулчӗ, сӗтел ҫинче тӑракан тӗкӗре пама хушрӗ, сӑмси вырӑнӗнче яп-яка вырӑн кӑна юлнине курсан, вара тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Ҫыру вӗҫнелле ыйтни илтӗнмен, хушсах каланӑ. — Михайлыч! — кӑшкӑрчӗ Макариха завхоза. Киш вӗсем ҫине пӑхнӑ та кулса янӑ. Ҫӑварлӑхне хытӑ туртса пынипе унӑн ҫӑварӗнчен тухакан кӑпӑкӗ те юнланчӗ, лаша ҫапах та парӑнмасть. Вӑл вӗт ухмах та шапӑлти». Наступлени туса малалла кайса-и, е пӗр вырӑнтах сыхланса тӑрса, оборонительно кӗрешмелле? Давыдов йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ толстовка кӗпи аркипе пит-куҫне шӑлса типӗтнӗ вӑхӑтра Кондрат хӑйӗн вӑкӑрӗсене те, унӑнне те кӳлсе тӑратрӗ, кӑшкӑрса чӗнчӗ: — Кайрӑмӑр! Яков та атте пек ӗҫлӗн вӗрентсе калать: — Конешнӑ, эсӗ пӗр-ик ҫул аслӑрах пулнӑ пулсан, ну, эпӗ сана мӗнле те пулин урӑхла калӑттӑм, халь, хӑвӑн ҫулу шучӗпе — луччӗ ан ларӑн темелле пулӗ! Пӗрмаях сан пирки тунсӑхлать пуль-ха. Кунта, аван пӑхакан ҫӗрте, ҫак кӑмӑллӑ ҫемье патӗнче, эпӗ ҫулпа ывӑннӑскер юратсах каннӑ пулӑттӑм. Юлатпӑр? — терӗ Соня, савӑннипе сиккелесе. — Эп… эп чирлӗ! — терӗ Егорушка. Эпӗ Дани чӗлхипе пӗр сӑмах та калаҫма пӗлмен, анчах ҫапах та темӗнле сисӗмпе сунарҫа каланӑ сӑмаха ӑнланса илтӗм. — Вӑл сана хӑй майлӑ тӑма ыйтрӗ-и? Ҫиленет вӗсене Павка. Кӗтӳрен уйӑрӑлса юлнӑ уйӑп, хӗрлӗскер, генерал пек чаплӑскер, ҫирӗк ҫинче хура сӑмсине сулласа, ҫиленчӗклӗн кӑчӑртаттарса ларать. Вӑл вӑхӑтра анне те ҫав шухӑшпах кӳмен тепӗр енчен пынӑ та мана ятпа чӗнчӗ. Вӑт ҫапла пулсанччӗ, Гек! Гуамини ҫыранӗсем патӗнчен кайсан, сывлӑшри температура ҫителӗклех аванланнине ҫулҫӳревҫӗсем пӗтӗм кӑмӑлпа паллӑ турӗҫ. Хыҫалти пайӗ ӗҫме-ҫиме хатӗрӗсемпе багаж тата мистер Ольбинетӑн ҫул ҫинчи кухни валли, малти пайӗ пӗтӗмӗшпех ҫул ҫине тухакан хӗрарӑмсем валли пулать терӗ. — Тен, тата, тупӑнӗ? Ыраш шӑркана ларнӑ… Ерошка мучи йыт амине чуптунӑ! — сасартӑк кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ чӳрече патӗнче шарсем хӑвалакан казак ачисем, тӑкӑрлӑк еннелле ҫаврӑнса. Ҫакнашкал закон пулсан, хӑшпӗр писательсем суйса ҫырнӑ пек, хӑйсен произведенийӗсене шанса вулакансене улталаман пулӗччӗҫ. Пӗрре пуҫланса кайнӑ революци хӑйӗн умне лартнӑ ыйтусене пурнӑҫламаллах. — Ут ҫине хӑпарса ларӑр, мистер Кольхаун! Капитанӑн хронометрӗ тӗрӗс ҫӳремессе те пултарать, сӑмахран, сехет юлса пырасси пулмасть-им? Ҫак каҫ вӑл пухӑва каймарӗ, ещӗкрен вӗтӗ-вӗтӗ саспаллисемпе кукӑрӑлчӑклӑн эрешлесе тултарнӑ йӗрлӗ-йӗрлӗ хулӑн тетраде илчӗ те сӗм-ҫӗрлечченех ҫырса ларчӗ. Вӑл нимӗнле мар пулса кайрӗ. Ҫакӑн пек кӑшкӑрни ӑна ҫав тери ҫиллентерчӗ. Нимех те мар иккен, ку вӑл — Ромашка ҫеҫ! Капитан кунӗ-кунӗпе хӑйӗн каютинче питӗрӗнсе ларнӑ пирки те, вӑл унта кашни кун ӑсран тухиччен ӗҫсе тултармасан, нимӗн хирӗҫмелли те ҫук. Икӗ палламан ҫын кӗчӗҫ, пӳлӗм вара лӑк тулнӑ пекех туйӑнчӗ. Винтӑсем пӑсӑлнине пула яхта хӑрушлӑх умне тӑчӗ, ӑна вӑл ҫак инкекрен хӑтарасшӑн мӗн кирлине пурне те тума васкать. — Отлично, эпӗ нимӗн ҫинчен те ыйтмарӑм. — Тӗрес, тӗрӗс! — тесе кӑшкӑрчӗ Джо индеец. Ҫак самантран пуҫласа вӑл мӗн курни — пурте, мӗн шутлани — пурте, мӗн туйни — пурте уншӑн ҫӗнӗ япалапа, тусен мӑнаҫлӑ та мухтавлӑ сӑнӗпе ҫыхӑнса тӑчӗҫ. Малта икӗ пӳрт хушшинче ансӑр урам курӑннӑ, юрне ҫул ҫине вӗҫтерсе купалантарнӑ, яла кӗме ун урлӑ каҫса каймалла курӑнать. Халӑх нумай кӗрсе ан тултӑр тесе, ман хуҫа пӳлӗме пӗр тӑрук вӑтӑршар ҫынран ытла кӗртместчӗ. — Ҫапла ҫав, анчах Ватикан йышӑннӑ решенисем ҫинчен час-часах юлашки минутченех пӗлтермесӗр тӑраҫҫӗ. — Ҫӗмӗрмӗп, — терӗм эпӗ хӗрсех. Ҫырӑва Нина Капитоновнӑна пама хушнӑччӗ. Эпӗ тӗлӗретӗп, ҫав вӑхӑтра ман пуҫа темле ҫӑмӑл, ҫутӑ та таса асаилӳсем килсе кӗреҫҫӗ. Машина сиенленнӗ пулнӑ. Григорьев ҫапах та вӗҫме чарӑнман. Щель ҫумӗн иртсе кайнӑ чух, Олейник сержант чарӑнса тӑчӗ, хыттӑн чӗнчӗ: — Ярцев! — Ан пӑшӑрхан, Радка, — пӑшӑлтатрӗ Колчо. «Хӑвӑрах куратӑр пуль, пӑшал». Тепринче ҫамрӑк ҫыннӑн аскӑн пурӑнӑҫне уҫҫӑн ҫутатса панӑ: вӑл сӗтел хушшинче ларать, ун таврашӗнче суя туссемпе намӑссӑр хӗрарӑмсем явӑнаҫҫӗ. Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, куҫран чиксен курӑнман. Тӳпене хура пӗлӗтсем карса илнӗ. Хыҫалтан та айккинчен те пӗр шеллемесӗр чышса пынипе, вӑл нимӗн пӗлмесӗр, антӑраса кайнӑ пек пулса, урам тӑрӑх утнӑ. Ромаҫ мана вӗрентсе пычӗ: — Куна, Максимыч, пуринчен малтан тата пуринчен лайӑхрах пӗлес пулать, ку наукӑна этемӗн чи лайӑх ӑсне хывнӑ. Караван Люкнауск перевалӗ еннелле кайрӗ. Унта манахсем те, настоятель те живопись ҫинчен нумаях пӗлмен, апла пулин те картина ҫинчи ҫын сӑнӗсем святойла таса пулни пурне те тӗлӗнтернӗ. Старик хӑйӗн кутамккине юпа ҫумӗнчен салтса илчӗ те алӑкран хӑяккӑн тухса сирпӗнчӗ. Мана эсӗ кун пек харсӑр ухмах пулни мар, — ун пеккисем пӗр-пӗр вак-тӗвекпех лекеҫҫӗ, ГПУри допросра вара, ыттисене те сутса ярса, пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе хума пултараҫҫӗ, — примерлӑ колхозник пулни кирлӗ. — Вӑл — вӑл мар. Пӗреххут, юрласа парсамччӗ эс пире, пултаратӑн пулсан, пӗр-пӗр авалхине. Корчжинский питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ. Тӗнчен ҫичӗ тӗлӗнтермӗшне тӑваҫҫӗ: лабиринт, Вӑта ҫӗр тинӗсре улӑпла кӗлетке, Гибралтартан хӗвел анӑҫнерех юпасем, Посейдоносра ҫӑлтӑрҫӑсен башни, Тубалӑн ларакан статуйи тата Лӑпкӑ океанри утрав ҫинче Лемурсен хули. Стэнлипе Камерон тӗпчевӗсем ҫинчен, паллах ӗнтӗ, Алвиш та, Уджиджири метис та халлӗхе пӗлеймерӗҫ-ха. Вӗсем калаҫнинчен, Уэлдон миссис илтнинчен чи илӗртӳлли, Негоро ыйтнипе килӗшмелле мар текен шухӑша ҫирӗплетекенни ҫакӑ пулчӗ: Ливингстон ҫитес кунсенчех Казондене ҫитет пуль. Шӑрчӑка лайӑх пуль тесе, Егорушкӑпа Дениска унӑн сарлака симӗс ҫурӑмне пӳрнепе сӑтӑра-сӑтӑра пӑхрӗҫ, сухалне тӗрткелерӗҫ. Каннӑ хыҫҫӑн ЦК-на кайрӗ. Ҫаксем пурте чуна пырса тивмелле — питӗ кӑмӑллӑ та питӗ чухӑн; темле тӗлӗнмелле савӑнӑҫлӑ туйӑма пула макӑрас килет. — Хӑҫан? Лешсем сывпуллашса, харпӑр хӑй еннелле пӑрӑнса кайсан, Зеб хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухнӑ. А луччӗ никам курмалла мар тӑпра ӑшне алтса чик, вара ӑҫтине астуса пурӑн. — Халь эпӗ хамӑн службӑра-ҫке-ха. — Мӗн ҫинчен калаҫатӑн ҫак эсӗ, мучи? Ҫавӑнтах револьверне персе пушатрӗ. Ҫинӗ май арҫынсем йӳҫӗ сӑмахсемпе шӳтлесе илнӗ, стрепке пӗҫернӗ пӑтӑ пахалӑхӗ ҫинчен тиркешсе калаҫнӑ. Говэн Радуба лав ҫине кӑтартрӗ те:— Сержант, утна чухне чанкӑртатасран, хӑвӑн салтакусене пӑшалсене улӑмпа чӗркеме хуш, — терӗ. — Лиговская княгиня патӗнчен, унӑн хӗрӗ сывӑ мар — нервисем халсӑрланнӑ… Ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче вӑл Гиббонса тӗл пулчӗ. Гиббонс ӑна хирӗҫ пуҫне каҫӑртса, ҫилленсе пынӑ. Мӗн ара эсӗ, Ҫемен Давыдов, чӑннипе каласан, кулатӑн-им манран? Вӑл ӑна нимӗнпе те пулӑшма пултараймасть, нимӗнпе те! Охо, чӑнах та пуҫланать пулас… Дантон тӑчӗ те хӑйӗн пуканне урӑх вырӑна шутарса лартрӗ. Эсир кӗлетке ҫеҫ пулсан, ҫавӑ сире сиен тӑвас ҫук. Ҫӑварне вӑл чӗлӗм хыпнӑ, ун тӗтӗмне чӑтаймасӑр жид ыйӑх тӗлӗшпе апчхулата-апчхулата илет, сӑмсине одеяла ӑшнелле чикет. Чап вӑл — хӑй те укҫа… чап пулсан — суту-илӳ ҫыннине пур ҫӗрте те кредит, пур ҫӗрте те ҫул… — Эпӗ хам та вилес пек ывӑнтӑм, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Давыдов. Унӑн суйласа илнӗ ҫынни ҫарти чухӑн прапорщик пулнӑ. Вӑл хӑйӗн ялӗнче отпускра пурӑннӑ. Темшӗн эпӗ Энскра тупнӑ ҫыру пӗртен-пӗр ҫыру пулӗ тесе шутларӑм, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫак хыпар, капитанӑн тата темле урӑх ҫырӑвӗсем те упранса юлнӑ тени мана тӗлӗнтерсе, хыпӑнтарса пӑрахрӗ. Ӑҫталла каяс тетӗн? Пойндекстер ӗнтӗ ӗлӗкхи пек пуян ҫын мар, ахаль эпир ӑна нихҫан та кунта курас ҫукчӗ. — Тумлансам ӗнтӗ, Володя! — терӗ Дубков, ӑна хулпуҫҫинчен тытса тата ун ҫийӗнчен сюртукне хывса. Сирӗн йышшисем суйнисене итлесе тӑраннӑ ӗнтӗ эпир! Белецкий Устенька хӑлхи патне пӗшкӗнчӗ те ӑна тем каларӗ. — Пӗр сӑмахпа хушса хучӗ вӑл, сассине хӑпартса, — тепӗр хут калатӑп: кунти атмосфера сире юрӑхсӑр. Куратӑп — йывӑрлӑха лекрӗм. Ромашка ҫинчен пӗррехинче Катя та асӑнса илчӗ. — Унӑн халь сцена ҫине тухма юрамасть. — Эй! ӑҫта каятпӑр-ха эпир? — сасартӑк ыйтрӗ Гаврила. Офицер повозкин чарӑнса тӑма тӳр килчӗ, ҫул ҫинче ҫӑра пӗлет евӗр тусан ҫӗкленчӗ, офицерӗн куҫӗсене, хӑлхисене кӗре-кӗре тулчӗ вӑл, тарланӑ пичӗ ҫине ларма тытӑнчӗ, офицер вара, тусан кӗресрен, куҫӗсене хӗссе, пит-куҫне чалӑштаркаласа, чирлисемпе аманнисене пӗр пӑлханмасӑр, сиввӗнрех пӑхса ирттере-ирттере ячӗ. «Иван Иванович кунта, вӑл клирос ҫинче!» — терӗ мана такӑшӗ. Халиччен вӑл вӑрман чӑтлӑхӗнчи тӑмана пек пурӑнатчӗ… Анчах эсӗ халӗ те хир тӑрӑх мӗншӗн сулланса ҫӳренине эпӗ пӗртте ӑнланмастӑп. — Ан хӑра, мистер Фелим, — тенӗ ватӑ сунарҫӑ, алӑк урлӑ каҫса, — халь ӗнтӗ ним хӑрамалли те ҫук. Тӑваткӑл сахӑр хӑех алла лекет, кӗсьене кӗрсе ӳкет. Ман ҫурӑм хыҫӗнче кливерсем хыттӑн шартлатрӗҫ. — Пач та ун пек каламан. Анчах тӑвар вӑл хӑйне, король — хӑйне вӗт?.. — Запаса каймалла? Мӗншӗн-ха ку ун пек, тесе шутлатпӑр… Пурте итлеме хатӗрленчӗҫ. Кашкӑрсем майӗпенех вӗсене ҫавӑрса илсе пыраҫҫӗ. — Эпӗ ӑна ҫаплипех хӑварӑттӑм, — терӗ ӑна хирӗҫ Гленарван. Ваттисем яланах ҫавӑн пек ӗҫсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Вӑл хӑйне хирӗҫ кун пек татӑклӑнах калассине кӗтмен, ҫавӑнпа пӑртак именчӗ. Ура айӗнче йӑштӑртатакан хӑйӑр хӗвел ҫутинче алмаз йӑлтӑртатнӑ пек йӑлтӑртатать, хуллен шӑвакан халӑх ҫинче пупсем хулӑн сасӑпа юрласа хумханса тӑрать. Эпӗ хул пуҫҫийӗме хӗскелерӗм те Грушницкий секунданчӗсене пуҫ тайрӑм. Вӗсем пӗр-пӗринчен: «мӗнле, панӑм-тӑванӑм, курнӑҫайӑпӑр-и е курнӑҫаймӑпӑр?» тесе ыйтасшӑн, анчах ыйтмаҫҫӗ, нимӗн те чӗнмеҫҫӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗскерсем иккӗшӗ те шухӑша кайса тӑраҫҫӗ. — Елена, хӗрхен мана — тухса кай, эпӗ хам вилме пултарасса туятӑп, эпӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑла пусараймастӑп… ман чун сан пата туртӑнать… шухӑшласа пах, пире вилӗм кӑштах пӗр-пӗринчен уйӑрмарӗ… акӑ халь эсӗ кунта, эсӗ манӑн ытамра… Марья Николаевна Санин ҫине пӑхса илчӗ… Ставрученко — ҫирӗп ватӑ ҫын, ҫӳҫӗсем кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗсем казаксенни пек вӑрӑм, казаксенни пек шалпар шӑлаварпа. Санӑн та, ват пӑсаран, хӑв чӗлхӳпе калаҫмалла, атту санран, ухмахран, пӗтӗм халӑх кулать. Кун — янкӑр уяр, ҫурхи вӑхӑта пула, ҫамрӑк та уҫӑ пулнӑ. Испанин мӑнаҫлӑ капитанӗсем хӑйсене ют ҫӗршыв ҫыннине пӑхӑнтарнипе килӗшесшӗн пулман, вӗсем Магеллан ӗҫне хапсӑннӑ, ӑна курайман, ӑна вӗлерме тупа тунӑ. Ну, кайрӑмӑр! Пахча карти ҫумӗнчен уйрӑлмасӑр, Ерофей Кузьмич тата тепӗр минут хушши пек Макарихӑна сӑнаса пӑхса тӑчӗ. Шывланнӑ куҫӗсемпе вӑл хуторти тахҫантанпа паллакан ҫынсен сӑн-питне халӗ ҫӗнӗрен сӑнаса пӑхрӗ тейӗн. Ӑҫтан-ха нимӗҫ ан килтӗр? Кирек мӗн каласан та, вӑл ытла васканӑ пулмалла, ӗҫе мансӑрах тӑвӑп терӗ пуль; апла шухӑшламан пулсан, флотили штабӗнче вӑл ман валли мӗнле те пулин кӑтартусем хӑварнӑ пулӗччӗ… Ҫӑварне хӑлхисем таран карнӑ, сӑн-пичӗ ҫиҫсе кӑна тӑрать — халь тин авланнӑ каччӑнни пек! Носилка умӗнчех вӑл пӗр хусканмасӑр кӑшт ҫеҫ йӑлкӑшса кулакан полк командирӗн ҫамрӑк сӑнне курчӗ, унпа юнашарах — штаб начальникӗн сарлака та хӗрлӗ, тарланӑ пичӗ тата БАО начальникӗн тулли те шурӑ сӑнлӑ пичӗ курӑнчӗҫ, — формалистла хӑтланнӑшӑн тата ытла хытӑ пулнӑшӑн, БАО начальникне Алексей тӳсме те пултарайман. Хӗненипе никам та вилмен, суранланнисем сывалнӑ. Хальччен никам курман-илтмен ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Ну, халӗ ӗнтӗ ҫывӑрах, ман ҫума ан ҫулӑх! Николай Антоныч пичетлерӗ ӑна, хамӑр заявленире эпир ҫавӑн ҫине тӗллесе кӑтартрӑмӑр. Голуб отрячӗ хӑйне пӗрре ҫеҫ мар тылланӑ хӗрлӗ полкпа хӗрсе ҫапӑҫнӑ чухне Павлюк, большевиксене хыҫалтан пырса ҫапас вырӑнне, хулана ҫӗмӗрсе кӗрсе кайнӑ, хӗрлисен пӗчӗк застависене салатса янӑ та, хыҫала хуралсем тӑратса, хула ҫыннисене акӑш-макӑш тискеррӗн ҫарата пуҫланӑ, паллах ӗнтӗ, асса кайнӑ петлюровецсем еврейсене тустарма тытӑннӑ. — Ларса вула, эпӗ каятӑп. — Кам хирӗҫ? — Шухӑшласа пӑхмалла ҫеҫ, пурте вӗсем англичансем-ҫке! — кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Ун ҫине пӗтӗм пуху пӑхать, ҫакна пула вӑл, ним тума аптӑранипе, вӑтаннипе, пуҫне уснӑ та, ҫурӑмӗпе шурӑ стенана сӑтӑра-сӑтӑра илсе, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа тӑрать. Хӑш чухне ҫапла выртатӑп-выртатӑп та пӗтӗмпех куҫҫульпе ҫӑвӑнатӑп… — Шӑпах ҫавӑ. Петӗм храма ҫаплалла ҫаврӑса, алтарь патне каялла таврӑннӑ ама-турӑ, хор юрри те хытӑран хытӑ хӗрсе, вӑйлӑран вӑйлӑ ҫӗкленсе пынӑ. Христос ячӗпе каҫар мана… — тенӗ Миките макӑрнӑ сасӑпа, хӑй пӗрмай шӑнасене хӑваланӑ пек пичӗ умӗнче аллисемпе сулса тӑнӑ. Ӑна эпӗ пурнӑҫӗнче кӑмӑлпа та укҫапа та те темӗн чухлех пулӑшса тӑтӑм. Луиза ун аллинчен вӗҫерӗнет, макӑрма тытӑнать те этемле мар хӑтланнине хирӗҫ хыттӑн хирӗҫлет. Юланутсем ӑна хыҫҫӑн хӑвалама ыткӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл тухса каять, иккен, вӑл каять, эпӗ юлатӑп. Ҫав кунран пуҫласа эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан ҫуртӑн час-час евӗклекен хӑни пулса тӑтӑм. Вӑл тӗттӗм ҫӗртех ҫывӑрма вырнаҫса, чылайччен ахлатса, ассӑн сывласа выртрӗ; юлашкинчен аранах хӑрлаттарса ҫывӑрма пуҫларӗ. Эпӗ, шухӑша кайса, ҫӗре пачах ҫывӑраймасӑр ирттертӗм. Эпир ҫырма хӗррине пуҫтарӑнаттӑмӑрччӗ те, мучи патнерехри хӑва тӗми хыҫне йӑпшӑнса пырса, кӗпе-йӗмсене хываттӑмӑрччӗ. Пиртен пӗри, хум ан сарӑлтӑр тесе, хуллен кӑна шыва кӗрсе каять, мучин чи хӗрринчи вӑлтине ярса илес тесе, шыв айне чӑмать — ҫав вӑлтана шӑлӗсемпе шӑтӑрт ҫыртса илет те, тӗмесем айӗн каялла чӑмса тухать. — Эсӗ Мартыновскинчи МТСа кайса килме шутланӑччӗ-ҫке? — ыйтрӗ Разметнов. Ӑна эпӗ те ӑнланатӑп. Чӑнах та, кӗрт урлӑ каҫсанах, вӗсем урама тухнӑ. Хӗлле нумайччен сивӗ ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн ртуть юпи хӑвӑрт анни ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнассине, ӑшӑтса ҫумӑр ҫӑвассине пӗлтерет, анчах чылайччен сивӗ тӑнӑ хыҫҫӑн ртуть юпи хӑпарни юр ӳкессине кӑтартать. Ку вӑл вӗрипе аташнине пӗлсе, Егорушка куҫне уҫрӗ. Вӑл, юланутпа инҫене ҫӳреме хӑнӑхманскер, паян ытлашши нумай ҫӳресе шӑйӑрттарнӑ ӳт-тирӗ ыратнипе пит-куҫне пӗркелентерчӗ. Унпа калаҫсаччӗ-и эсир? — Дворникрен хӑраса мӗнле тарнине астӑватӑн-и? Эсӗ мӗн хӑвна ху ытла та килӗшӳсӗр тыткалатӑн? Старший лейтенант Мересьев телефон умӗнче. Анчах самантрах ҫил лӑпланчӗ. Сулӑ чарӑнчӗ. Отлив пуҫлансанах вӑл тинӗселле каялла кайма пуҫларӗ. Андрий ун вырӑнне алӑка хыттӑн шаккарӗ; алӑк леш енче пушӑ вырӑн пулнӑ май, вӑл хыттӑн янӑраса кайрӗ. Никита Вялов ҫӑмӑл та ҫаврӑнуллӑ ӗҫленине, ӗҫре вӑл хӑйӗн уҫӑмсӑр та кӗтмен ҫӗртен персе яракан сӑмахӗсенчен нумай ӑслӑрах пулнине курчӗ. Эпӗ хама хам ӑна сыхлакан паттӑр вырӑнне хуратӑп. Яков Лукичӑн пурнӑҫӗ каллех майлашӑнса кайрӗ. Якова вара ҫав кӗлетке ашшӗне тарӑхтарнӑ пек, вӑл ҫынсене ватӑ кӗлеткин йӗрӗнмелле ирсӗрлӗхӗсене юри кӑтартма тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл каҫхи кӗпе-йӗмпе, кӳпшесе кайнӑ кӑкӑрне уҫса, аслӑ хӗрӗ Елена умӗнче ӑна юри ҫиллентерес тесе ҫӳренӗ пекех сӳрерӗ. Ҫавӑн пек савӑнса кайнӑ самантра вӑл хӑйне мӗн пулнине чухласа илеймесӗрех, кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленчӗ те хӗвелтухӑҫ еннелле пит хӗрӳллӗн пӑхса тата тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ: — Пирӗннисем! — Инҫетре пек! Шериф-ага чул патне хутланса ларчӗ, пӑшалне чул ҫине хурса тӗллеме тытӑнчӗ, тӗлле-тӗлле вунӑ ҫеккунт та иртрӗ. Хула ҫумӗпе уйпа утса эпӗ Атӑл хӗррине, Откоса пырса тухрӑм, унта тусанлӑ курӑк ҫине выртрӑм та нумайччен шыв леш еннелле, улӑхалла, ҫав пӗрре те хускалман ҫӗр ҫинелле пӑхса выртрӑм. Том шартах сикрӗ. «Каларӑм вӗт, ӳпкелӗп» тесе, — хӑйӑлтатса кӑшкӑрма пуҫланӑ вӑл, чалӑшса хӗрелсе кайнӑ пит-куҫлӑскер, чышкипе тахшине юнанӑ пек сывлӑшра силлесе: «ӳпкелешетӗп, ӳпкелешетӗп!» — кӑшкӑрнӑ вӑл. Лӑпкӑ пирӗшти вӗҫсе кайрӗ. Юра пӗрре самолёт ҫине; тепре сехет ҫине пӑхать. Ҫавӑн пек куҫ ултавӗ таҫтан таҫта сарӑлса выртакан тинӗс уҫлӑхӗнче аяккалла каякан япалана нимӗнпе те танлаштарма ҫуккинчен килет пуль. Кӗнекесене вӑл урамра та вулатчӗ, — питне кӗнекепе хуплать те панель тӑрӑх утса пырать, ҫынсене тӗрткелет. «Ӗнер Горкӑра…» Проповедь калассине те чарса лартма тиврӗ. Проповечӗ ҫавӑнтах малалла тӑсӑлчӗ, ҫапах кашни утӑмрах такӑна-такӑна уксахласа пычӗ. Вӑл ҫынсен чӗрисене пырса тивесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук: мӗскӗн пачӑшкӑ темӗнле ытла та мыскаралла каланӑ пекле, приход ҫыннисем чи усал, хӑрушӑ япаласем ҫинчен каланӑ сӑмахсене те, чиркӳ сакӗ хыҫӗсене пытанса, хуллен лӑх-лӑх кулса йышӑнчӗҫ. — Ав мӗнле… э? Вӑрах ларнӑран урисем унӑн тӑрхӑнса кайнӑ, ҫурӑмӗ ыратма пуҫланӑ. Базаров хӑйпе хӑй кӑмӑллах мар. Ку таранчченех шикленместӗп… унтан… тӑн пӗтет те, вара капут! Тепӗр виҫӗ ҫултан, пӗчӗк Джек саккӑр тултарсан, Дик Сэнд, хӑйӗн тимлӗ вӗренӗвне татмасӑрах, ӑна урокӗсене хатӗрлеме пулӑшса тӑчӗ. — Мӗншӗн апла, капитан? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Шухӑша кайнӑ Говэн вутпа тӗтӗм хушшинче кӗрешнине ним уямасӑр пӑхса тӑчӗ. — Гарри Грант пампассенче ҫук пулсан, апла вӑл Америкӑра та пулман. Тепӗр кунне каллех тухтӑра чӗнме тиврӗ: Томӑн чирӗ вӑйланса кайрӗ. — Чӑн та, куҫа мӑчлаттартӑм эпӗ пӗрре, анчах пӑшӑл тапкӑчине туртнӑ чух кӑна мӑчлаттартӑм. Повӑрӑн помощникӗ ҫавӑнтах ӑна чӑхсем пусма ячӗ; салтак якӗ чӑхне пусрӗ, ыттисене палуба тӑрӑх салатса ячӗ; пассажирсем вӗсене тытма пуҫларӗҫ, — виҫӗ чӑхӗ борт хыҫнелле вӗҫсе каҫса карӗҫ. Кунта чӑх йышши кайӑксем — цесаркӑсен — ушкӑнӗсем, ҫынна ҫывӑха яман путенесем, американецсем «вип-пур-вил» текен кайӑксем — чӑн та, вӗсем чат ҫапла кӑшкӑраҫҫӗ — явӑнаҫҫӗ. Ҫак пурнӑҫ-и вара? Эпӗ ҫав юмӑҫ карчӑках. Мӗншӗн килӗшесшӗн мар вара эсӗ? — Мӗншӗн тесен сирӗн ятпа эпӗ карт пӑрахса пӑхнӑ ӗнтӗ, тепӗр хут юрамасть… — Юрамасть? Каласа пар, айта, малалла хӑв мӗн курни ҫинчен. Ӗҫ халӗ шавлӑн ӳссе пынӑ, вӑл хуҫа ҫине ҫӗршер куҫсемпе пӑхнӑ, хӑйне яланах тимлӗн сӑнаса тӑма хушнӑ, анчах мӗн те пулин Илья ҫинчен аса илтерсенех — ӗҫ ҫинчен шухӑшласси, ҫӗрӗк, пӑнтӑхса кайнӑ никӗс пек, арканса кайнӑ, вара шухӑшсене ҫӗнӗрен пухса ҫирӗп тӗвӗсемпе ҫыхса лартма нумай вӑй кирлӗ пулнӑ, вӑл Илья ҫуккипе пушанса юлнӑ чӗрине кӗҫӗн ывӑлӗпе йӑпанса тултарма тӑрӑшнӑ, анчах Яков ӑна лӑплантарма пултарайманнине туйса, тата хытӑрах кӳреннӗ. Санин сада кайрӗ. Ҫар пурлӑхне Астрахань ҫеҫенхирӗнчи тӗвесемпе Таджикистан ашакӗсем, монголи лашисем кӳлнӗ авалхи дормезсем тата пӗр икӗ ӗмӗр каялла тунӑ, чӗриклетекен те аран-аран сӗтӗрӗнсе пыракан, туртса кӑлармалли пусмаллӑ, кучерсем валли тунӑ ҫӳллӗ ларкӑчлӑ та кӑшкарӗ хыҫне лакейсем валли ятарласа тунӑ балконлӑ, ылттӑн герблӑ дворцовӑй венски кӑвак каретӑсем ҫине те тиенӗ. Эпӗ мӗн те пулин шухӑшласа илме ӗлкӗриччен такамӑн шурӑ перчеткеллӗ алли ман алла кӗрсе те кайрӗ, князь хӗрӗ, кӑмӑллӑн кулса, эпӗ хамӑн урамсемпе мӗн тумаллине пачах пӗлменни ҫинчен нимӗн чухлӗ те чухламасӑр малалла ыткӑнчӗ. Туршӑн та, эпӗ сире ун чухне, пӗлетӗр-и эсир, кӗҫех вӗлерсе пӑрахаттӑм, кайран вара сирӗн ҫумма ҫулӑхрӑм та, маншӑн эсир тӑван пекех пулса тӑтӑр. Пӗлместӗп ӗнтӗ, темле майпа ӑнлантарса парас манӑн ҫав асӑнуран хама темӗн канӑҫ паманни пур иккенне. Ҫав лаптӑк ҫинче сӑртӑн шӗвӗрӗлсе хӑпаракан тӑрри ҫичӗ пин фут ҫӳллӗшне ҫӗкленет. — Вырт, ачам, — тесе тархасланӑ Келли, — эпӗ сире чемпион пулма пулӑшӑп. Хӑй патне килсе кӗрсен, Ромашов хӗҫне те хывмарӗ, кравать ҫине пальти-мӗнӗпех йӑванса кайрӗ те, маччаналла тӑнсӑррӑн та шӑтарасла пӑхса, темӗнчченех ним сиккелеми выртрӗ. Пулчӗ-и? — Пилӗк тенкӗ пур. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫӗр айӗнчи ҫулпа усӑ курассине чи малтан Джемма шухӑшласа илни кӑмӑла кайнӑ, контрабандистсем вара крепость стени ҫинчен кантра пусма тӑрӑх анма сӗннӗ. Гаврила тӑма хӑтланчӗ, анчах пултараймарӗ, ҫавӑнтах вӑл, хыттӑн ятлаҫса ӳсӗр ҫын куллипе кулса ячӗ. Ӑна ҫеҫенхир пушарӗ мар, хӗвел пайӑркисем кӑна тӳсмелле мар хӗртсе пыраҫҫӗ. — Паллах, балет, ытти мӗнпур искусствӑсем пекех, халӑх чунне кӑтартса парать, анчах ҫӗршыва балет тӑрӑх тӗпчесе вӗренни — сада мӗнле ӗрчетмеллине варени тӑрӑх тӗпчесе вӗренни пекех, — терӗ Воропаев. «Кӗске сӑмах калас-ши кусене, е ахаль ҫеҫ, сывлӑх сунатӑп, атьсемӗр! — тесе ҫеҫ калас-и, те нимӗн те калас мар? — шухӑшласа илчӗ вӑл. Ҫапах та ак йӗместӗп эп… Эй, мӗнле калас сире? Эпӗ чӳрече патне пытӑм та унӑн хупӑлчи хушӑкӗнчен пӑхрӑм: вӑл, сӑнсӑрланса кайнӑскер, урайӗнче выртать, сылтӑм аллине пистолет тытнӑ, юнланнӑ хӗҫӗ умӗнче выртать. Хӑйсен мунчи патне ҫитрӗ ҫеҫ, мунча алӑкӗнчен пӗр ҫын тухрӗ-тӑчӗ. Сеттльментре пирӗн урӑх хӗрсем те пур вӗт-ха, вӗсемшӗн те ҫапӑҫма тивӗҫлӗ, ӗнтӗ пирӗн форта телей кӳнӗ илемлӗ хӗрсем ҫинчен каламасан та… Стрелковӑй чаҫсен лейтенанчӗ хӑйпе калаҫакана хыттӑн чарса хунӑ:— Капитан Сломан! — тенӗ лейтенант хӑйпе калаҫаканӑн сӑмахне татса. Аҫа ҫури часах вилчӗ; вилчӗ те ҫавӑнтах чиперленсе карӗ. Ӑна — Щуров ҫунтарса вӗлернӗ хайхи таркӑн аса килнӗ, — ку чӑнахах та ҫапла пулнине Фома каллех ӗненнӗ. — Акӑ мӗн! — Унӑн мӑйӑхӗсем ҫилӗллӗн чӗтренчӗҫ. — Пурте тепӗр енче. — Курасчӗ сирӗн, эпӗ ӑна ӗнер, бомбӑсем ӳкнӗ чух, мӗнле тӗл пулнине, — терӗ Калугин, йӑл кулса, Михайлов хӑйсем патне ҫитсен. — Тупнӑ мӗншӗн харкашмалли! юрӑшӑн!.. епле пулчӗ-ха вара вӑл? Сӑмах май, — аса илнӗ пек пулчӗ сасартӑк Шурочка, — мӗнле лайӑх, илемлӗ ят сирӗн — Георгий. Эсир унпа калаҫма та пӗлейместӗр вӗт-ха. Анчах Хопров вӗсенчен инкек курман. Чӑннипе каласан, унӑн пичӗ сарлака та лаптак, сӑмси каҫӑр, тутисем ҫав тери хулӑн, ҫӑварӗ калама ҫук пысӑк. Андрей ҫӑкӑр татӑкне хӑвӑрт ҫисе ячӗ те, ҫапӑҫу хыҫҫӑн канмасӑрах, пуринчен те малтан траншейӑна поста тухса тӑчӗ. Буабертло Ла-Вьевиле хӑлхаран пӑшӑлтатса:— Часах эпир вӑл мӗнле ҫулпуҫ иккенне курӑпӑр, — терӗ. Унтан вара:— Йӗрсе тӑрантӑн-им ӗнтӗ, Рада! — терӗ. Кун пек тус Джимӑн нихҫан та пулман, халӗ пушшех ҫук, эсӗ ватӑ Джимӑн пӗртен-пӗр тусӗ! Эпӗ, пӗтӗм вӑйран ишсе, Джим ҫинчен евитлеме васкаттӑмччӗ. — Окопсене! Сӗтел ҫине ҫыру хурса хӑвараканни те эсӗ-и? Вӗсем ҫине вӑл упӑшкипе арӑмӗ хушшинче пулакан хурлӑ ӗҫсене ӑнланмасӑрах упӑшкипе арӑмле вылякан ачасем ҫине ҫитӗннӗ ҫынсем пӑхакан туйӑмпа пӑхать. Амӑшӗ хӑй сисмесӗрех вӗсен сӑмахӗсене ывӑлӗпе Андрейӑн сӑмахӗсемпе танлаштарать, танлаштарнӑ май вара хӑй малтан ӑнланма пултарайман уйрӑмлӑха туять. Унтан, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатрӗҫ те, пире хамӑр хыҫран тапӑнма шут тытса, аяла чупрӗҫ, анчах тӑвӑр хушӑра мушкетсем тытса тӑракан Рэдрет умне пырса ҫапӑнсан, ҫавӑнтах каялла чупрӗҫ. — Нихӑшин те пӗр татӑк ҫук! Сасартӑк унӑн пуҫӗ ҫийӗнчех чӑтма ҫук хӑрушшӑн, хӑлхана ҫурасла хыттӑн шатӑртатни, ҫатӑртатни илтӗнчӗ, пӗлӗт икке уйрӑлса кайнӑн туйӑнчӗ; вӑл пӗшкӗнчӗ те, ӗнсипе ҫурӑмӗ ҫине тем таткисем ӳкессе кӗтсе, сывлама чарӑнчӗ. Ҫул тӑршшӗпех чӗнмесӗр пыма Давыдова аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл:— Сан кил-йыш мӗнле, Сидорович? — тесе ыйтрӗ. Ҫӳллӗ, симӗс тусем тӗлленетчӗҫ. Джемма планӗ йывӑртарах пулнӑ, анчах ун вырӑнне хӗвелтухӑҫри стенан тепӗр енче хуралта тӑракан салтакӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварма май пулнӑ. Шура? Тӳррипе каласан, ҫак ненец хӑйӗн макӑрса тӑракан мӗскӗн арӑмне темскер ҫирӗппӗн каланӑ хыҫҫӑн, ҫиелтен йывӑҫ пустарнӑ арча ҫӗклесе тухнине курсан, мана хамӑн примусшӑн аван мар пек пулса кайрӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑл чумӑн пӗртен-пӗр илемӗ пулнӑ. Экипажсем хускалса кайрӗҫ. Кайнӑ чух та тумлам эрех сыпмарӗ. Папа керменӗ умӗнче император виҫӗ кун хушши иртен пуҫласа каҫчен чӗркуҫҫи ҫинче тӑнӑ, вара лешӗ тин ӑна хӑй каҫарни ҫинчен «ырӑпа» пӗлтернӗ. — Ҫапах та эсир мана пулӑшасшӑн-ха. Вӗсем калаҫма чарӑннӑ. Анчах эпир ӗнер мӗн ҫинчен калаҫнӑччӗ-ха ҫав? Грузовик чарӑнсанах, Таньӑпа Сережа, ҫитӗннӗ ҫынсем мӗн каласса кӗтмесӗр, ҫул айккинелле, хӑшпӗр тӗлте симӗссӗн курӑнакан уҫланкӑсем еннелле чупса кайрӗҫ. Вӑл калама чарӑнчӗ те, шӑлне ҫыртса, шарламасӑр тӑчӗ. Пире юр хӗвсе кайнӑ. — Мӗншӗн хӗнетӗн? — ун майлӑ пулчӗ тепӗр сасӑ. Брузжаксем патне кайсан, пӗлӗҫ те, пӗтӗм ҫемьине салатса тӑкӗҫ. Анна Васильевна та пӗр саманта шарламарӗ. Харпӑрлӑх хӑйне хӳтӗлеме ытла та нумай вӑй ыйтать ҫавӑнпа та, тӗрӗссипе, эсир пурте, пире тытса тӑракансем, пирӗнтен ытларах чурасем пулса тӑратӑр, — эсир ӑс-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен чура, эпир — ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен кӑна. Хӑйӗн фимиамӗпе вӑл манӑн пуҫа ҫавӑрса ячӗ… — Пулнӑ! Пли! Пӑван кӑшт тайӑлчӗ, анчах ӳкмерӗ. — Вон мӗнле, — тесе тӑсса ячӗ майор, нимне те ӗненмесӗр. Ӗҫне тума ирӗк паратӑр эппин? Ну… юрату килчӗ те, вӗсем халь пӗри те ҫук ӗнтӗ, вӗсене хӗрхенни те ҫук! Хӗрарӑмсен санпа ӗҫ ҫук, эсӗ ир тухса каятӑн, каҫпа килетӗн; хӗрарӑмсем — аякра юлаҫҫӗ! — Ах, ҫав ыйту паллисене пуҫхӗрлӗ лартса тухнӑ кӗнеке-и? — пӳлчӗ Зинаида. — Эсир пулман-тӑк — пире ҫав тери начар пулатчӗ, — малалла каларӑм эпӗ, — эсир пулас мар-тӑк — эпир шӑнса вилеттӗмӗр, эсир пулас мар-тӑк хамӑр самолета хупласа хунӑ юртан хӑтӑлаймастӑмӑр эпир. «Дункан» экипажӗ, капитанпа унӑн помощникне хисеплесен, ҫирӗм пилӗк ҫынна ҫитет. Вӗсем пурте Думбартон графствинче ҫуралса ҫитӗннӗскерсем, тата пурте ӑста моряксем; вӗсен судно ҫинче хӑйсемех пӗр клан пулса тӑраҫҫӗ, хӑйсен тата йӑларан йӑлана пыракан Bad-piper ят та пур. Половцев мӗнле-мӗнле чаҫсенче пулни пире паллӑ, вӑл ҫарта хӑйпе пӗрле пулнӑ ҫынсенчен пӗрин патне килсе тухнӑ пулӗ-ха. — Фу, эпӗ пурӗпӗрех ҫав йӗрӗнчӗке пӗр татӑкне те ҫӑвара чикес ҫук, хам выҫса вилетӗп пулин те. Господа купецсем! — Парус, парус! — тесе кӑшкӑратӑп, аллӑмсемпе ӑна антарма кӑтартатӑп. Ӗҫ вӗҫнелле ҫывхарса пынӑҫем халиччен пусарса усранӑ кирлӗ мар шухӑшсем час-часах тапа-тапа туха пуҫлаҫҫӗ. Вара Артём нӑра пекех навус ӑшне путать. Ерофей Кузьмич лайӑх чухланӑ: Лозневой Костьӑпа пӗрле каймарӗ пулсан, халь ӗнтӗ ниҫта та каяс ҫук, апла пулсан, вӑл пӗтӗмпех ман алӑра. Вӑл таҫта аякра-аякра, инҫетри ҫурҫӗрте, юрпа пӑр хушшинче юлнӑ, унӑн экспедицийӗнчен никам та таврӑнайман. Никама та ан тартӑр. Вара пачах та ӗненмелле мар япала пулса тӑчӗ: профессор макӑрса ячӗ. Сана каларӑм-ҫке, тӑхтаса тӑма вӑхӑт ҫук ман, халех тухса каймалла. Ҫак сасӑ вӑрӑ-хурахсене кӑштах ҫӗклентерчӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ чӑтлӑхра йывӑҫсен хушшинче шырама тытӑнчӗҫ, анчах вӗсен шырас килмест, аран-аран ҫеҫ уткалаҫҫӗ. Мана туйӑннӑ тӑрӑх, вӗсем пире шырассинчен ытларах тарасси ҫинчен шухӑшланӑ. Ыттисем ҫухалса кайса ҫул варринчех тӑчӗҫ. Глюмдальклич пӳлӗмӗнче ҫавӑн пек музыка инструменчӗ ларатчӗ. — Эпӗ чирлӗччӗ, Анна Васильевна, — терӗ Инсаров, — халь те йӑлтах сывалса ҫитеймен-ха… Ҫуртсем хушшинче хутран-ситрен кирпӗчрен тунӑ хӗрлӗ стена курӑна-курӑна каять, анчах вӗсем те ӗнтӗ нумай ҫӗрте йӑлтах хуралса пӗтнӗ. — Ҫыран хӗрне ҫитсенех Джек сывалать, унта вырӑнсем типӗрех, — терӗ Том старик. Малтанхи кунах унта тупӑ илсе пынӑ пулнӑ. Вилӗм ҫинчен час та часах шухӑшлакан пулчӗ вӑл. Часах вӑрҫӑ пӗтӗ те тӗлӗнмелле лайӑх пурнӑҫ пуҫланӗ, вӑл, Воропаев, ҫав пурнӑҫа тен кӗтсе илӗ, анчах ун чух ҫурма чӗрӗ ҫын кӑна пулӗ; вӑрҫӑчченхи пурнӑҫа вӑл, ыттисемпе пӗрле, хӑй тунӑччӗ, анчах вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа тунӑ ҫӗре вӑл ҫавӑн пек хутшӑнаймӗ, — ҫакӑн пек шухӑш ӑна хӑратать, салхуллатать. — Апла, эсӗ чирленӗ пирки Ростовра чарӑнса тӑтӑм тетӗн? Вӑл Тӳпе ывӑлӗ ҫине аялтан ҫӳлелле юратуллӑн пӑхать, — Лось юмахри улӑп тейӗн. Эрнекун, ирхине 8 сехетре, эпир каллех ҫула тухса кайрӑмӑр. Ҫил-тӑман вӗҫтере-вӗҫтере, вӗсем чылай инҫете, уҫӑ ҫӗрелле тухрӗҫ те, халӑх ушкӑнӗ тӗлнех тенӗ пек пырса ҫитсен, икӗ енчен те пулемётсемпе шатӑртаттарма тапратрӗҫ. Хур ами тискер сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те шӑпах пулчӗ, — Демка унӑн карланкине пӑвӑнтарса лартрӗ пулмалла, — анчах хӑй ҫаплах чарӑна пӗлмесӗр, урса кайнӑ пек, хӑвӑрттӑн ҫунаттисемпе ҫатӑлтатать. — Мӗн пулчӗ сире, ырӑ та юратнӑ Розелли г-жа? — хӑй сӑмахне пуҫларӗ Санин юнашар ларсан, унӑн аллисене ачашшӑн шӑлкаласа. Николай Петрович уксахлакаланӑ, кӑмӑллӑ пӗчӗк питлӗ, анчах кӑшт хурлӑхлӑрах та пысӑках мӑр хура куҫлӑ, ҫемҫе те сайра ҫӳҫлӗскер пулнӑ; вӑл час-часах юлхавланнӑ, анчах вуласса хаваслансах вуланӑ, обществӑран хӑранӑ вара. Павел Петрович пӗр каҫ та килте ирттермен, хӑюллӑхпа, маттурлӑхпа чапа тухнӑ (вӑл дворян ҫамрӑкӗсен хушшинче гимнастикӑна та йӑлана кӗртнӗ), мӗн пурӗ те пилӗк-ултӑ французла кӗнеке анчах вуласа тухнӑ. Пурпӗрех, — терӗ салтак, ҫӗҫҫе ҫивӗчӗшӗпе кӑнтарса; повӑр ҫӗҫҫе мана тыттарчӗ те салтака каюталла тӗртрӗ. Ҫак пӑтӑрмаха Титок арӑмӗ тата ытларах вӑйлантарса ячӗ. Вӑл аллипе тытса мана ерипен ҫӗклерӗ те: сывлӑху мӗнле? — терӗ. Йывӑр тиенӗ пӑрахут пулсан, вӑл ҫынсем ыйтнипе чарӑнмасть. Вӑл, пусарӑннӑ кӑмӑллӑскер, паянхи кунпа пӗтӗмпех таптанса лапчӑннӑ евӗрскер, вырӑн ҫине пырса выртрӗ, вара, тӗлӗрме пуҫланӑ майӑн:«Шухӑшӗсем унӑн, салтак тӑли пекех, тӗссӗрччӗ», — терӗ каҫхине Назанскирен илтнӗ сӑмахсемпе хӑй ӑшӗнче. Ҫил ҫук. Паганель, ӑна хӑйӗн шухӑшӗпе смерч тесе, вӑл мӗнрен сиксе тухнине майлӑрах ӑнлантарса парасшӑн чакаланма пикенчӗ, анчах та Айртон вӑл мӗнне часах ӑнлантарса пачӗ, вӑл тусана кӗтӳ тустарса ҫӗкленӗ терӗ. Сывӑ пул, ачам! Паркер мистер каланӑ пекех ту, вара аптрамӑн, ӗҫӳ ӑнса пырӗ. Ҫитменнине тата интеллигентлӑ хула… Ырӑ сунатӑп! Ун вырӑнне атте аппӑшӗ, Петровна — пысӑк аппа юлчӗ. Эпӗ нимӗн те ӑнланса илеймесӗр ун ҫине тинкерсе пӑхатӑп. Каллех ҫук. — Апла! Халь ӗнтӗ курӑнсах тӑрать… Базаров пуҫӗпе хӑйӗн уҫӑлса кайнӑ вӑйсӑр ӳчӗ ҫине кӑтартрӗ. — Пит те ҫӑмӑл вӑл! — терӗ Егор Иванович ҫемҫен. — Вӑл малалла туртӑнса илчӗ. Фоман ҫак пӑшӑлтату сассипе темӗншӗн йӗрес килсе кайнӑ; чӗри ун тутлӑ тимсӗлӳпе сӑрӑлтатнӑ; вӑл хӗрарӑмӑн кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн лӑпчӑнса, ӑна ыталаса, чӑмӑртаса илнӗ, темӗнле, хӑйне те ӑнланмалла мар сӑмахсем кала пуҫланӑ… Хыткан аллисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, вӑл, читлӗхри тискер кайӑк пек, енчен-енне тайкаланса тӑрать. Ҫавӑнпа эпӗ кая юлтӑм та, кирек епле пулсан та ун куҫӗнчен ҫухалмаллаччӗ. Вӑл шӑхӑркаласа, пӗтӗм кӗлеткипе пулӑ пек авкаланса, хӗсӗккӗн лартса тухнӑ сӗтелсем хушшипе ярӑнкаласа кайрӗ, — сӗтелсем хушшинче грузчиксем шавлӑн ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, кӗтесре тахӑшӗ тенорпа тӑрлавсӑр юрӑ юрласа ячӗ: — Эх, было это дельце ночною порой, — Вышла прогуляться в садик барыня — Пӗр вунӑ сасӑ хӑлхасене хупласа лартмалла, ывҫӑ тупанӗсемпе сӗтелсем ҫине ҫапса мӗкӗрсе ячӗ: — Сторож город сторожит, Видит — барыня лежит… Марийка тӗлӗнсех кайнӑ: — Ерофей Кузьмич! — Уйрӑмах — праҫниксенче. Унтан Нина Капитоновна темле ӳсӗр графиня ҫинчен каласа кӑтартрӗ, «вӑл, имӗш, ир-ирех вӑрансан, пӗр стакан эрех ӗҫсе ярать те ҫӳрет вара. Вӗсем ӑмӑрткайӑксем пек йӗри-таврари хирелле тата хӑйсен умра кӑшт ҫеҫ палӑракан шӑпи ҫине пӑхаҫҫӗ. — Ҫурчӗ ҫӗп-ҫӗнех; тин ҫеҫ сӑрланӑ пек, сӑрӗсем пӗрре те тӗксӗмленмен. Пӳлӗме кӗске сарӑ ҫивӗтлӗ, ҫаврака питлӗ, ачаш куҫлӑ ҫамрӑк хӗрача кӗрсе тӑчӗ. Вӑл, мӗнле калас, нимех те мар та, анчах ман карчӑк уншӑн питӗ кӳренет. «Эсӗ, улпут, Тугиловоран-и?» — тенӗ Лизӑ. Ӗҫе тӳрех тӑвакансем тата сахалтарах опытлӑ ҫынсем пулас пулсан, икӗ ҫынӗ те ҫавӑнтах куроксене туртса янӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ. Ҫӗр аллӑ ҫынна яхӑн пассажирсем, Кубаньрен куҫса килекенскерсем, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, тӗккелешсе, трап умӗнче хумханаҫҫӗ. Халь ака, ав мӗн пулса тухрӗ!» Епле майпа? Морис тӑруках ответлемерӗ. Лапшинов пуҫне тая-тая сӑхсӑхрӗ, пурте илтчӗр, хӗрарӑмсен хӗрхенчӗк ҫемҫе чӗрисене витӗмлӗрех пултӑр тесе, пыр тӗпӗпе хулӑннӑн ҫапла каларӗ: — Сывӑ пулӑр, турӑ ҫыннисем! Сывӑ пулӑр, тӑванӑмсем! Турӑ сывлӑх патӑрахчӗ сире… Манӑн пурлӑхӑмпа усӑ курӑрах ӗнтӗ. Тӳрӗ чунпа ӗҫлесе пурӑннӑччӗ эпӗ… — Эпӗ тӗрӗссине калатӑп. Акӑ каллех Евпатори. — А, — тесе сиксе ӳкрӗ палламан ҫын, — апла пулсан, эпӗ унӑн помощникӗпе, мистер Берднесспа калаҫатӑп. Берсенев пуҫне чиксе утрӗ, Елена сӑмахӗсене, унӑн ыйтӑвӗсене аса илчӗ… Мана та эсӗ парне кӳтӗн. Николай ун пек калаҫни амӑшӗн кӑмӑлне каймасть, рабочи-хӑна та хӑйне ҫыхланӑҫлӑ тытать. — Кунта ӑна-кӑна лайӑх пӗлекен ҫын пур… Чӑнах, чӑнах ҫапла! — Кам ҫурчӗ? Боец аллинчен аттине илсе, пуҫӗпе сулса, вӑл юханшыв хӗрринелле кӑтартрӗ. Каҫ пулса ҫитсен, пушанса юлнӑ яла тыткӑна лекнисене илсе пынӑ, вӗсем хушшинче Лозневой та пулнӑ. Мана ҫав ӗҫ валли вунӑ минута парӑр, унтан ман сигнал тӑрӑх ман пата пырӑр. Таврана сӑнаса тӑма хушрӑм эпӗ. Курмастӑн-им, сана йӑлтах каскаласа пӗтернӗ. — Эпӗ паян хамӑн секунданта сирӗн пата яма тивӗҫлӗ пулатӑп, — хушса хутӑм эпӗ, питӗ те кӑмӑллӑн пуҫа тайса тата вӑл тарӑхнине асӑрхаман пек туса. Тарласа кӑпӑкланнӑ лаша ҫинчен вӑл бизонсем хыҫҫӑн пӑхнӑ. Ҫын, юратма тытӑнсан, атӑ тӗпне ҫапнӑ сӑран пек, ку сӑрана вара шывра йӗпетнӗ хыҫҫӑн ил те авкала — вӑл ҫӑмӑллӑнах авӑнать». Пирӗн пӑр ҫӗр патӗнчен юхса иртет. Кӑна эпӗ хамӑн ним юрахсӑр хронометрипех, хуҫа пулса тӑракан ҫиле сӑнасах, шыва янӑ линь ӑҫталла кайнине пӑхсах, куратӑп. — Мӗн? — тетӗп. — Ҫук, руда чаваканӑн пулӑшаканӗ пулса Китай кулисем пек ӗҫленӗ вӑхӑтра. Вӑл ҫав тетӗшне вӗлерме шут тытнӑ, анчах хӑйне хӗрхеннипе ҫылӑхран аяккалла сиксе юлчӗ. Вӑл Кассий Кольхауна телей килнӗ тесе шутласа, унтан ӑраснах кӗвӗҫсе пурнакансенчен пӗри пулнӑ. Офир ҫӗршывӗнчен — хӗрлӗ тата хура йывӑҫпа сандал йывӑҫне; ассурсемпе калахсен тӗлӗнмелле ӳкерчӗксемлӗ ула-чӑла кавирӗсене — Таглат-Пилеазар патшан юлташла парнисем; Хӑйӗнчен мӗнле кулнине закройщик майри пӗлнине эпӗ ӗненмерӗм, ҫавӑнпа та ун ҫинчен ӑна тӳрех каласа кӑтартас терӗм. Тупӑ ӑна итлесе тӑнӑнах туйӑнчӗ. — Вӑл, хӑй каланине ҫирӗплетсе, тупа тунӑ пек аллине ҫӗклерӗ, унтан пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн малалла каларӗ: — Эпӗ кунта ҫырса ларса пурӑнтӑм та — кӗнекесемпе цифрӑсем ҫинче темле йӳҫсе, кӑвакарса, кӑмпаланса кайрӑм. Эпӗ вӗсемпе пӗрлешрӗм. Юлашки икӗ ҫул хушшинче эпӗ мӗнле пурӑнса ирттернине каламасан та юрамалла пек, сэр. — Ҫапла; эсир мӗнле чухласа илтӗр? Эпӗ доктор ҫеҫ мар, кунти судья та пулатӑп. Пӗтӗм хирӗпе вӗҫтернӗ, ҫӗрпе пӗлӗт ҫыпҫӑннӑ вырӑн пулман. Ҫавӑнтах, инҫетре, нумай кимӗ курӑннӑ; сулахай енче — аякра — вӑрман пек мачтӑсем тата хула ҫурчӗсен шурӑ куписем кӗпӗрленсе тӑнӑ… Вӑл ун чухне, эпӗ ача чухне, пурӑннӑ хулара духовнӑй семинарин каноникӗ тата ректорӗччӗ. Ӑна пӑхкалама ӗлкӗртӗм кӑна, ура сасси те илтрӗм: тӑкӑрлӑкран икӗ казак чупса тухрӗҫ, пӗри ман пата пырса тӑчӗ те: эсир сысна хӑвалакан ӳсӗр казака курман-и, тесе ыйтрӗ. — Ҫавӑнта. Сунарта Йытӑ пӑхакансен пуҫлӑхӗ Турка курпун сӑмсаллӑ ҫутӑ-кӑвак лаша утланнӑ та пуринчен малта пырать, вӑл лапсӑркка ҫӗлӗкпе, хулпуҫҫи урлӑ пысӑк мӑйрака ҫакса янӑ, пилӗкӗ тӗлӗнче ҫӗҫҫи пур. Ак ӗнтӗ пурте вӑрӑм шӑрпӑкпа тире-тире илсе ҫӑмах ҫиме тытӑнаҫҫӗ. Сасартӑк, хӑяматран-и тен, пӗр ҫын кӗрет тӑрать. Такам вӑл, таҫтискер, турӑ пӗлет. Ромашка вара, ман умма ҫитсен, чарӑнчӗ те аллине сарса пӑрахрӗ, эпӗ-и ку, тесе ман ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхса тӑчӗ. Ку восстани пуҫлама хатӗрлекенсенчен каях мар. Жухрайӑн чӑмӑртаннӑ чышки картӑ ҫине йывӑррӑн анса выртрӗ. Ял хӗрринчи кӗл купи патӗнче вӑл йытӑ курчӗ. Ҫакӑн пек юн тӑкни час-часах. Ҫаксене тӑвасси маншӑн кирлех пек туйӑнчӗ, поезд кӗтмеллӗх юлнӑ тӑватӑ-пилӗк сехет хушшинчи пурнӑҫӑма шӑпах ҫак тертленӳсемпе ирттерес тесеттӗм. Уйӑх каллех пӗлӗтсем хыҫӗнчен шуса тухрӗ, питӗ тарӑн шухӑша кайса, икӗ ҫын ӳчӗ патӗнче тӑракан Джо индеец курӑнчӗ. Вӑл хӗре Кирила Петрович патне пыма чӗнчӗ. — Генри сӗтел хушшинче ҫукки пит те тӗлӗнмелле, — вуннӑмӗш хут каланӑ пулӗ ӗнтӗ плантатор. Анчах Алексей ҫине вӑл туслӑн пӑхнӑ, Петр пӗрре кӑна мар Алексей унпа ҫынсем, ӗҫсем ҫинчен канашланине илтнӗ, ку ӑна тӗлӗнтернӗ те, вара Петр Ульяна Баймаковӑна аса илнӗ. — Анчах ӑна пытанма епле пулӑшас, ӑна ӑҫта тупас? Анчах — аюк! — ҫак сивкайӑк, хӑйӗн вӑйне пӑртак ӑспа хутӑштарсан, дисциплинӑлатсан, тата инкеклӗрех пулӗ. Улттӑн иккен хӑнасем! Пӗррехинче Инсаров кӗтмен ҫӗртен уҫҫӑн: «Эпӗ килӗшместӗп, эпӗ килӗшместӗп, санӑн ун пек тумалла мар…» тесе хучӗ. Унтанпа нумай-нумай вӑхӑт иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах та эпӗ ҫав ҫырӑва малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех астӑватӑп-ха. Турпа пӑлан мӑйракисем, йывӑҫ кружкӑсем ҫине датӑсем ҫырса хунӑ хир сыснин асав шӑлӗсем тӗттӗм коридорсене тултарса тӑраҫҫӗ. Унӑн хуҫи… — Эпӗ шыраса ҫӳреместӗп. — Доктор! (Ҫӳлте темӗн пекех хавасланса хӗпӗртеҫҫӗ.) Сире манӑн сӑпка патне ырӑ кӑмӑл-шухӑш илсе пыман тулсан, кам пулнӑ пулӑттӑмччӗ-ши эпӗ? — Эх, Женька, пӗлместӗп, мӗнле ҫын эсӗ, кама хунӑ-ши, чӑнах? Малта, стройран пӗр виҫҫӗр утӑмсенче, яр-уҫӑ, яри-ҫутӑ пӑнчӑсем пула-пула, хӗрарӑм платйисем, сунчӑксемпе шӗлепкесем тӗрлӗ тӗслӗлӗн ула-чӑлаланса ялтӑраҫҫӗ: унта парад курма пухӑннӑ полк дамисем тӑраҫҫӗ, Ромашов уяври пек тумланнӑ ҫак ҫутӑ ушкӑнра Шурочка ҫуккине пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл унталла пӑхса илет те — кашни хутӗнчех унӑн чӗри таврашӗнче темӗскер пылаккӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша каять, тӗлӗнтермӗшле, сӑлтавсӑр пӑлханӑва пула вара хӑйӗн хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлас килсе тӑрать. Анчах куратӑп эпӗ: вырӑс ҫынни эсир, качча илессе вара итальянкӑна илесшӗн. Шкулта савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса янипе лампӑсенчен ҫулӑм хӗлхемӗсем сиксе тухма пуҫларӗҫ, пӗр лампи лапах сӳнсе ларчӗ. — Осип Чернышев хӑйӗн кӑкӑрне тыткаласа пӑхрӗ. Пӑхса тӑракансен ушкӑнӗнче тӗлӗнсе сӑмах чӗннисем илтӗнсе каяҫҫӗ: айӑпланакан ҫын преступлени вырӑнӗ ҫинчен пуринчен малтан асӑнать. Вӑл кӑшӑлпа патаксене те пӑрахрӗ: вӗсемпе выляса вӑл ӗлӗкхи пек киленмерӗ те. Кунта Австралин минотаврӗпе пӗччен кӗрешекен паттӑр шыравҫӑсем пулман. Флигеле куҫмалла мар-и пирӗн, Николай Петрович? О, мӗнле кулнӑ пулӗччӗ Базаров унӑн ӑшӗнче халӗ мӗн пулса иртнине пӗлсен? Аллине сулчӗ, ункӑ хӗррипе вӗҫен кайӑк пек ҫӗкленсе кайрӗ. Акӑ вӑл урисемпе темӗнле тӗлӗнмелле кукӑр-макӑрсем тӑва-тӑва хурать, атӑ кунчине, чӗркуҫҫине, ӗнсине, ҫамкине ҫапа-ҫапа илет, атти тӗпне ҫатлаттарать, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе паклаттарать. Унтан тӗлӗнсе, хуллен ыйтрӗ: — Эсир мана персе пӑрахмастӑр-и? Хӑй айӑплӑ иккенне ирӗксӗрех тавҫӑрса илсе, вӑл шӑп пулса ларчӗ. Пысӑк пӗсехеллӗ пӗр мӑшӑр ӑшӑ кӑвакарчӑн чӗппине вӑл ҫӗлӗкӗ ӑшне лартнӑ, ҫиелтен ӑна ваткӑллӑ пиншак аркипе витнӗ, хӑй, вӑрӑ пек, тавраналла йӑлт-ялт пӑхкалать, именчӗклӗн кула-кула илет, ҫил, ҫурҫӗртен вӗрекен сивӗ ҫил, унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркине вӗлтӗртеттерет. — О-о? Пичче пӗр хирӗҫмесӗрех манпа пӗрле пычӗ. Анчах вӑл нимӗнех те курман; нимӗнпе те чаплах мар король дворецне те музей умӗнче канал урлӑ хывнӑ XVII ӗмӗрти илемлӗ кӗпере те, Торвальдсен скульптурӑран масар тӑпри ҫине туса лартни пысӑк памятнике те, ку памятникӗн стенисем ҫинче те мӗнле хӑрушӑ картинӑсем тата ҫав скульптор тунӑ кӗлеткесем пурччӗ, питех илемлӗ паркри Розенбергӑн чаплӑ ҫуртне те, Ренессанс стилӗпе туса лартнӑ тӗлӗнмелле ҫурта та, унӑн тӑрринче тӑватӑ драконӑн хӳрисене явкалантарса тунӑ башняна та, крепость хӳмисем тӑррине туса лартнӑ пысӑк ҫиларманӗсене те, вӗсен пысӑк ҫуначӗсем тинӗсрен вӗрекен ҫилпе карап парусӗсем пек хӑпарса тӑнине те — ҫаксене вӑл пурне те курман. Пӗчӗк пӳлӗмре Половцев аттисене хывса пӑрахрӗ, йӗнер уртмахӗнчен тӗксӗм кӑвак лампаслӑ казакла шӑлаварне кӑларса тӑхӑнса ячӗ, пиҫиххи ҫӗвви таранах йӗп-йӗпе пулнӑ ҫийӗнчи шӑлаварне кӑмака сакки тӗлӗнчи кашта ҫине типӗтме ҫакса хучӗ. Вӑл пирӗн зала кӗрсе тӑнӑ пек пулчӗ, ҫак нимӗнрен хӑрама пӗлмен вӑй-хӑватлӑ чуншӑн ытла нумаях та кирлӗ мар иккен! Кама вӗлерчӗҫ? Кун пек тусан, ыратать-и? Пӗри манран: «Ылтӑна негрсем вӑрланине куртӑн-и?» — тесе ыйтрӗ. Анчах ҫавӑнтах вӑл йӗркеллӗрех калать, ҫапах та хӑйӗн, ватӑ ҫын куҫӗ пек мар ҫутӑ, чакӑр куҫӗсенчи мӑшкӑласа кулас вут-ҫулӑм сӳтермест: — Эсӗ асӑрхани вырӑнлӑ! — Пӗтрӗ Бойчо! — пӑшӑлтатрӗ аптраса ӳкнӗ Натанаил, хальхинче вӑл тӗнчери пур тропарьсене те манса кайрӗ, аналой патӗнче хӑйне хирӗҫ тӑракан ватӑ Гедеона та курмарӗ, лешӗ вара, кӑна юрламашкӑн черет ҫитнине систересшӗн пулса, куҫне те хӗскелерӗ, аллипе те паллӑ туса аппаланчӗ. Сакӑр тимӗр хулӑ — вӗсем пурте хулӑн та ҫирӗп! Термит йӑвисенчен пӗр ҫӗр утӑмра туземецсен лагерьне, хӑйсем вырнаҫнӑ йӑваран вунӑ утӑмра туземецсен вӑрӑм киммисене — пирогасене, ун ҫинче ларакан туземец-салтаксене курса юлма ӗлкӗрчӗ Дик Сэнд. Хӑй мухтанса пурӑннӑ пӗртен-пӗр хӗрӗ хӑйне ҫавӑн пек хытӑ улталӗ тесе шухӑшлама пултарнӑ-и вара вӑл? Акӑ мӗн, ҫапӑҫни — тискер япала, каҫарӑр та мана, путсӗр ӗҫ… Вӑл косилкӑ ҫӳлӗкӗ ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ, Давыдова, хӑйпе юнашар ларма сӗнсе, кӑчӑк туртрӗ, унтан тимӗрҫ лаҫҫи алӑкӗнче хӑйсене итлесе тӑракан ачана асӑрхарӗ те, урине тапса, хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Пӗрӗс кунтан, шуйттан ачи! — Чунӑмҫӑм… ан йӗр… Саша… чунӑмҫӑм… — терӗ вӑл ҫине-ҫинех хурлӑ хӗрхенӳпе те ҫемҫен. Кунӗ-кунӗпе, час-часах ҫӗрсене те вӑл палуба ҫинче ирттерсе ярать, ҫумӑр лӳшкесе тӑни те, хӑйне пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиччен сирпӗнсе йӗпетекен тӑварлӑ шыв та ӑна нимӗн те мар. Мачта тытӑнса тӑрать-ха. Суда парӑр ӑна! Унта хӑшпӗр каҫхине отец Герасим хӑйӗн майрипе, Акулина Памфиловнӑпа, пыратчӗ; отец Герасим майри вара пӗтӗм таврари чи паллӑ хыпарҫӑ вырӑнӗнче шутланатчӗ. Тоньӑпа амӑшӗ ашшӗ патӗнче лараҫҫӗ. Ӑна алӑ ҫинчех ҫӗклесе ҫӳренӗ, вӑл хӑй те хӑйне иртӗхтернӗ, ухмахланнӑ, ҫитменнине хуҫкаланнӑ, анчах ӑна ку та килӗшнӗ. Пурӑнаймасть вӑл юратмасӑр — пурӑнӗччӗ те, анчах пултараймасть! — Зинаида каллех шӑпланчӗ, унтан сасартӑк кӑртах сикрӗ те ура ҫине тӑчӗ. — Каяр. — Савнӑ Элен, — терӗ ӑна Гленарван, — нумай вӑхӑт иртмӗ, эпир татах пӗрле пулӑпӑр… — Юрӗ, — терӗ Элен. — Кайӑр та эсӗр ӑнӑҫлӑ пултӑр! Доктор пӳрте кӗчӗ, пуҫне ман еннелле сиввӗн тайса илсе, чирлисене пӑхма пуҫларӗ. Ҫав хушӑрах, вӑл хӑй пӑшалне авӑрламан иккенне манман, вӑл ӑна пӗлсех тӑнӑ. Унтан Джиованни килчӗ. Ҫакна кӗтмеллех пулнӑ. Давыдов шарламасӑр, пуҫне усса тӑрать. Санӑн Алексей Воропаеву». Камах вара вӑтам пӳллӗ мар, камах сарӑ ҫӳҫлӗ те тӳрӗ сӑмсаллӑ тата хӑмӑр куҫлӑ мар! — Арӑслан! — терӗ вӑл тепӗр хут. Ҫакна шута илӗр, офицер господасем: эпир шутласа хатӗрленӗ операци питӗ теветкеллӗ, анчах пирӗн урӑх май ҫук! Хушӑран ҫеҫ хуллен ӗсӗклени илтӗнкелерӗ — вӑл та чарӑнчӗ. — Пӑрахма шутламастӑп та, Джейк Паккард, — терӗ Билл. — Ҫул ҫинче. Вара кайрӗ. Вӑл алӑк ҫӑрине уҫрӗ те, эпӗ юханшыв хӗррине чупрӑм. — Ма хӗнеместӗн-ха, эппин? Юрать, юрать, эпир сана пӗр самантрах ӗҫ майласа паратпӑр. Капитан эпӗ хытӑ кӑшкӑрса калаҫнипе пит интересленчӗ те: эпӗ пурӑннӑ ҫӗршывӑн королӗпе ун майри хӑлхи илтменнипе асапланмасчӗҫ-и, тесе ыйтрӗ. Аллине револьвер тытса Огнянов кӑштах итлесе тӑчӗ. Ҫак кӑшт ҫӗҫ итлесе тӑнӑ вӑхӑт та ӑна ытла вӑрах иртнӗ пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа та кӑкшӑм тытса тӑракан Ольга сӗт сутакан хӗрарӑмран ыйтса пӗлчӗ: — Мӗнле ача вӑл, Квакин хулиганпа тем ҫинчен калаҫса тӑраканскер? — Эпӗ именисем илместӗп: капитал ҫук. — Пурте. Кӑшт леререхре эсир хӑйӗн кӗпине улӑштарса тӑхӑнакан ватӑ салтака куратӑр. Унтан, хам нумаях та пулмасть сехӗрленнине манса, карап тӑракан вырӑн еннелле ыткӑнса чупрӑм. Манпа юнашар ӑнсӑртран лекнӗ тыткӑнҫӑ ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрттӑн чупса пырать. Унччен каланӑччӗ-ха ӗнтӗ, Иван Иванович ҫынна тӗпчеме питӗ юратать тесе, ҫавӑнпа городничий крыльца ҫине хӑпарасшӑн куҫне ҫӗклемесӗрех урисемпе тӑрмашнине курсан, ури унӑн пӗрре ярса пуснипе ниепле те пусма ҫине пусайманнине курсан, вӑл ӗҫ сӑлтавне хӑвӑртрах пӗлесчӗ тесе тӳсеймесӗр сӑмах хушрӗ. Берсенев леш каҫхине калаҫнӑ пек нихҫан та унпа калаҫманччӗ-ха. Ну, мана мӗн сӑлтавпа кӗтрӗн эсӗ? — Тӑванӑм! Каҫар!.. Шуйттан ӑна мана… — чӗтресе пӑшӑлтатрӗ Гаврила Челкаша аллинчен чуптуса. Вӑл канат завочӗн хуҫи пулнӑ хулари пристаньсем патӗнче лавкка тытнӑ. Мӗн те пулин пулман-и сирӗн? Анчах мӗн усси пулчӗ-ха ҫакӑнтан? Уйрӑлнӑ чухне эпӗ посолсене вӗсен патшине, хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен ҫӳрекен чаплӑ сӑмахпа пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерекене, манран пысӑкран пысӑк салам калама ыйтрӑм тата хам ҫуралнӑ ҫӗршыва таврӑниччен ун патне хам ятарласа пырса курма шут тытни ҫинчен каласа парӑр, терӗм. Кашнинчех — унран: вӑл хӑрамасть-и, ӑна аван пулать-и, ҫав ӗҫе тума пултарать-и, тесе ыйтнӑ чух — вӑл ҫав сӑмахсенче хӑ-йӗнчен ҫавна е кӑна тума ыйтнине илтет, ӑна ҫынсем хӑйсенчен аяккалла сирсе янӑ пек, ун ҫине вӗсем урӑхларах пӑхнӑ пек туйӑнать. Пӗр-пӗр Демидов купца ӑна курсан, вара тӑварланӑ какайшӑн е экспедиципе тухса каякансем валли унран «кӗпе-йӗм те тумтир хатӗрленӗшӗн» укҫа аптӑратса ыйтнӑ; Ҫавӑн чухне вара пуп ҫакна причастисӗр тӑратса хӑварнӑ. — Мӗншӗн-ха ҫав ашкӑнакан, ҫирӗп ҫынсем ӑна ҫавнашкал часах пӑхӑнаҫҫӗ-ха? — тесе ӑнланса илеймесӗр, чухлакаласа Ларионыч ҫинелле пӑхса тӑтӑм эпӗ. Пӗр минут хушши вӑл, аллисемпе тӑнлавӗсене тытса, лӑпкӑ тӑчӗ. Ҫав тӗввӗн пуҫламӑшӗ ӑҫта? — Пулассине шанатӑп. Анчах та, паллах, кусем начар пурӑнӑҫ йӑлисем. — Мӗншӗн ан ҫиттӗр? Пырать-ха, ҫав харкашу вӑхӑтӗнче Локтев, манӑн тус пулнӑ, сана коньяк ӗҫтерсе ураран ӳкерме ӑс ҫитернӗ, мана акӑ телеграммӑпа чӗнсе илчӗ. Вӑл ҫак териех шалт тӗлӗнтерсе пӑрахасла илемлӗ пулнине Ромашов халиччен курманччӗ-ха. Ҫавӑншӑн ӑна Мэри вуникӗ цент ҫурӑ тӑракан вӗрҫӗнӗ хуҫлатмалли ҫӗҫӗ пачӗ. Шутсӑр хӗпӗртенипе Томӑн пӗтӗм чунӗ хусканса кайрӗ. Ну, кама мӗн килӗшет, — терӗ хӗр, ассӑн сывласа. — Кайӑр ӗнтӗ Беловзоров, тупма тӑрӑшӑр. Тӳррипе каласан, эс тахҫанах ҫук ӗнтӗ. Кӑвакскер, ухмахскер. Каҫхи апат тунӑ хыҫҫӑн козаксем ҫывӑрма выртаҫҫӗ, лашисене тӑлласа курӑк ҫине яраҫҫӗ. — Отлив вӑхӑтӗнче канат вӗҫне леш ҫыран хӗррине чӑсса кай, ӑна пысӑк хырсенчен пӗрин тавра ҫавӑрса ил те, вӗҫне кунта илсе килсе кабестан ҫине чӗрке. Унтан прилива кӗт. Халӗ ӗнтӗ эпӗ ӗмӗрлӗхех канӑҫлӑха ҫухататӑп. Говэн сержанта темӗн пӑшӑлтатса каларӗ. Пӑшалсене чӗркенӗ улӑма салтса пӑрахрӗҫ. Вуникӗ салтак тӑкӑрлӑк кӗтессине тӑрса тухрӗҫ. Ҫичӗ барабанщик, патакӗсене ҫӗклесе, команда кӗтеҫҫӗ. — Ку ҫын мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ, — терӗ Говэн. Ну, кала — «ма». — Ӗҫе тытӑнма капитал мӗн чул кирлӗ пулӗ, тетӗн вара? — шухӑшлӑн ыйтнӑ Маякин. Хура пӗлӗтсем айӗнчен ҫав кӑвак тӳпе каллех курӑнасса пӗлетпӗр эпир. Таврара шӑп, тӗксӗм те кичем, пурнӑҫ таҫта пытанса йӑпшӑннӑ пек туйӑнать. Ырӑ ӗҫ ту! Николай, сухалне турткаласа, салхуллӑн, ним чӗнмесӗр тӑчӗ. Базаров питӗ ир тӑрать те икӗ-виҫӗ ҫухрӑма тухса каять; уҫӑлса ҫӳреме мар — сӑлтавсӑр уҫӑлса ҫӳренине вӑл чӑтма та пултарайман — курӑксем, хурт-кӑпшанкӑсем пуҫтарма. Ҫанталӑк питӗ лайӑх тӑратчӗ: эпир хуларан майӑн 9-мӗшӗнче, шӑпах Микул кунӗ, куҫса килсеттӗмӗр. Плутон! — Пирӗн ҫӗршыв нумай юн тӑкрӗ, анчах чӑнлӑха юнсӑр илме ҫук. Эпир кӑнтӑр широтин 30°2' ҫине ҫитсе тӑнӑ. Ҫурҫӗр. Ҫакна вара ҫынна ытлашши шансах кайман тата хытӑ кӑмӑллӑ Огарнова та тӳсеймерӗ. — Хып! Вӑл хӑйне ҫӗнӗ телей хумӗ пырса ҫапнӑ туйӑмпа кӗрешет, тен тата, таҫтан пуҫ миминчен тӗлсӗр-паллӑсӑр йывӑр пӗлӗт евӗр ҫӗкленекен аслатиллӗ тӑвӑла та туять пулӗ… — Хуторӗ курӑнмасть-ха ун темшӗн. Станца пуҫлӑхӗ каялла тухса кайнӑ, унтан вӑл каланӑ вӑхӑтра тепӗр хут пынӑ. Пурӑнасса вӑл тӗттӗм каҫсенче, уйӑх ҫук чух е тӳпене пӗлӗтсем хулӑммӑн хупласа лартнӑ чух, пурӑнатчӗ. Хаяр шартлама сивӗ хӗл вара ҫывхарсах пынӑ, кӑнтӑрти поляр ҫӗршывнелле ишекенсем хӑйсемех ҫав сивӗ хӗле хирӗҫ пынӑ. Ун ҫинче сарлака хӑмӑр юбка, сарӑ батист кофта тата пуҫӗ ҫинче тутӑр. Эсир пӗлетӗр, Володя тар шухӑшласа кӑлармасть, анчах вӑл ним ултавсӑр, хӑюллӑ, ӗҫчен ҫын. Юратса пурӑн, — унтан лайӑххине нимӗн те шухӑшласа кӑларман-ха! Сылтӑм енче анлӑ хир сарӑлса выртать, сулахайра икӗ рет лутра лавккасем лартса тухнӑ, унталла пӗр тӑвӑр урам пур. Оленин хӑй те ун кӑмӑлне кайрӗ. Ирпе прилив пуҫланнӑ чух ҫил каллех ҫыран хӗрринелле вӗрме пуҫларӗ. — Судье урӑхла тума та пултараймасть. Хӗр асӑрхануллӑ пулма кирлине мансах сӑнаса пӑхнӑ вӑхӑтра, Зайцев сасартӑк ун ҫине хӑвӑрт пуҫне пӑрса пӑхрӗ те куҫӗсене айккинелле илчӗ. ССР Союзӗн составӗнчен тухасшӑн тӑракан республика пирӗн пӗртте ҫукки вӑл, паллах, тӗрӗс. Анчах вӑл пӗрех те эпир Конституцире Союзлӑ республикӑсен ССР Союзӗнчен ирӗккӗн тухас правине ҫырса хумалла маррине пӗлтермест. ССР Союзӗнче ҫавнашкалах тепӗр Союзлӑ республикӑна пусарса хурас текен Союзлӑ республика та ҫук. — Ку ҫын питӗ пултаруллӑ ҫамрӑк учёнӑй, мадам Александрин. Унӑн ӳкерчӗкӗсем… чӑнах та, ытарайми илемлӗ, анчах пирӗнпе пӗрле Аннет пур. — Паянтан пуҫласа, эпир ӗмӗрлӗхех пӗрлешрӗмӗр! Эпӗ ӑна сулӑнса кайса ура кӗлипе питӗнчен ҫатлаттартӑм. Вӗсем ҫӗнӗрен тӑмсем пухса тепӗр хут ӗҫе тытӑннӑ. Вара Воропаев, хытӑ пӑлханса, хӑйне ҫывӑх ҫынсем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ, — Виктор Огарнов, Паусов, Цимбал ҫинчен, Мария Богдановнӑпа унӑн ача санаторийӗ ҫинчен, Аннушка Ступина, Поднебескосем, Городцов ҫинчен, пуласси пирки пӗрле шухӑшланӑ мӗнпур ытти ҫынсем ҫинчен. Унӑн сӑнӗ ҫуталса пычӗ, сылтӑм куҫ харши пӗрре вӑраххӑн ҫӳлелле хӑпарчӗ, тепре сасартӑк аялалла анчӗ… Кайӑксене решеткесем ӑшӗнче усрани те лайӑх мар. Малтанхи сехетсенче Дика кулянтаракан урӑх нимле сӑлтав та тупӑнмарӗ. Картишӗнче ӗнтӗ Нюркӑн виҫӗ ҫулхи шӑллӗ ҫеҫ тӑрса юлчӗ — ҫынни ку, пӑхсах паллӑ, хастарлӑ та ӗҫченскер пулас: асламӑшӗ куҫран ҫухалма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех патак ярса илчӗ те хӑй умӗнчи вӑрӑм тенкелпе ӳпӗнсе выртакан валашка тӗпне шаплаттарма пуҫларӗ. Суккӑр ирӗклӗн ларнӑ ҫӗртен хускалса тӳрленчӗ те, ыттисене тӳртӗнле пӑрӑнса, пуҫне малалла кӑнтарчӗ. Анчах Ривареса унпа пӗрле виҫӗ ҫул экспедицире пулнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех тата унпа пӗрле восстанире пулнӑ юлташӗсем ҫапла ырласа кӑмӑллаҫҫӗ пулсан, урамсенче саракан элексене хӑлхана та чикмелле мар. Пысӑк хулана — пулас пӑлхавӑн центрне — пит те вӑрттӑн майпа офицерсем пухӑннӑ, хула таврашӗнчи вӑрмансене бандитсен шайкисем пуҫтарӑнса пынӑ. — Эп сана пулӑшма пултаратӑп. Ҫак сыра эпир Бен Ганна парӑпӑр! — терӗ вӑл. Кондратько ял Совет пӳлӗмне пуринчен малтан кӗрсе тӑчӗ. Малтанлатса ҫак ҫынсем хӑйсене хӑйсем аслӑн хута кӗревлӗн тыткаланӑ, Фома умӗнче хӑйсен техӗм туйӑмӗпе мухтаннӑ, эрехсен, апат-ҫимӗҫсен тутине витӗр пӗлекен ҫынсем пек хӑтланнӑ; каярах вӗсем йӑпӑлтатма тытӑннӑ, унран кивҫен илнӗ. Пӗр минут хушши пек эпир чӗнмесӗр тӑтӑмӑр, унтан Митропольский урисене пит чарса пусса каларӗ: — Перӗнсе вилнӗ, — терӗ. — Тӗттӗмлӗх — ӑслисен тусӗ. Виҫӗ пин хайлав та пин те пилӗк юрӑ хывнӑ Соломон. — Ну-те-с, — тесе лӑпкӑн та хуллентереххӗн калаҫма тытӑнчӗ вӑл, — сирӗн ман пата пыма кӑмӑл ҫук-и? Вӑй-хӑвата ан ҫухатӑр!.. Хӗрарӑмӑн ӗшенчӗк те кӑмӑллӑ сӑнӗнче тӗлӗнӳ палӑрмасть, — куҫӗсем сӳрӗк, уҫӑмлӑ, ӑс ҫухатнилӗх пур пек. Пирӗн ӑна юман патне илсе ҫитермелле. Эпир шыва запасри якоре ятӑмӑр. Ӗненнӗ пулӑр мана, вӑл хӑрушӑ ҫын», тет. Вӑл ыттисем пек ӗҫсе тултарман, ҫынсемпе яланах ҫирӗп те влаҫлӑ сасӑпа калаҫнӑ, унӑн кашни хусканӑвӗ кирек хӑҫан та пӗр пекех шанӑҫлӑ пулнӑ, калӑн, ҫак сиксе ыткӑнакан юхӑм ӑна ҫавӑрса илеймен, вӑл хӑй ҫак аскӑн юхӑма тытса пыраканни тейӗн. Мухтанасси этем ӗҫӗ вӑл, хӗрсем пурте кӑкӑра каҫӑртса утаҫҫӗ-ҫке… Люба Маякина вӗсем патне тӑтӑшах пыркаланӑ, вара карчӑк ачасемпе пӗрле хӑй те хаваслӑ ачана тухнӑ. Эпӗ кӑштах тӑна кӗтӗм. Телескоппа вӑл ҫӑлтӑр пек пӑнчӑ мар, пӗчӗк ҫаврашка пек туйӑннӑ. Чипер юлӑр, синьора. Ҫапла вара, Айртон калавне итленӗ хыҫҫӑн, ҫӑлӑнса тухнисенчен ыттисем мӗн курса тӑнине те хӑвна-хӑвах тавҫӑрса илме пулать. Анчах ҫав вӑхӑтрах акаци темисем хушшинчен тепӗр нимӗҫе сиксе тухрӗ. Яков Лукич юриех ял Совет урамӗпе иртрӗ, — унта ҫутӑ ҫук иккен, кантӑкӗсем кӑна тӗттӗм шӑтӑксем пек курӑнса лараҫҫӗ. Каҫхине Корчагин Кюцамсен ҫемьи ҫинчен нумайччен шухӑшларӗ. Нумайӑшне пултаратӑп эпӗ, нумайӑшне, — терӗ вӑл, куштанланса. Никам та пӗлес ҫук Ача чухне эпӗ питӗ кӑраччӗ, вӑрҫтарма юрататтӑм. Юрать-ха, пирӗн телее хирӗҫ, тепӗр енчен ҫыран чӑнкӑрах пулчӗ, ҫавна курах вара йытӑсем те ерипентерех чупма пуҫларӗҫ. — Аха! — Калас-и? — терӗ те пекарь, сасартӑк ун патнелле ҫавӑрӑнчӗ. «Мӗн вӑл вӗҫӗмсӗр шӳтлет тата «дипломат» тесе чӗнет — кунта кӑмӑла килмелли нимӗн те ҫук. — Мӗн чухлӗ вуламалли сирӗн! — терӗ вӑл. — Юлташ, кӑшт сиксе лар-ха, — терӗ вӑл чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынна. Эсир ӑна — ҫапла, завод хуҫи патӗнчен килтӗм, тесе калӑр. — Ӗҫлетӗр, ячейкӑр вара ӳсмест. Врач ӑна суран ҫинчен тирпейсӗррӗн ҫырса тултарнӑ хут листи пачӗ. — «Мӗнле апла? Ҫӗр айне пӗр вулкан витӗр анса кайса, эпир тепӗр вулкан витӗр каялла, ҫӗр ҫине, тухнӑ; тепӗр вулканӗ вара Снеффельсран тӗнче хӗрринче тӑракан пуш-хирлӗ Исландирен 5000 километр ытла инҫетре! — Хӑвна ху шанмастӑн пулать апла? Куншӑн сана суда… Бен утса мар — тӑпӑрт-тӑпӑрт сиккелесе чупнӑ пек туса ташла-ташла пырать. Ку ӗнтӗ, паллах, Бенӑн ӑшчикӗ канлӗ пулнине, ҫак кун вӑл нумай ырӑ курма шутланине пӗлтерет. — Эпӗ кайсан сана урӑх духовник кирлӗ пулӗ. — Сылтӑм аллунта мӗн пур санӑн? Пӗрле ӗҫсе ҫирӗмӗр, ҫулталӑк хушши пӗрле ҫӳрерӗмӗр, — сывпул, терӗ те тухса кайрӗ. Анчах эпӗ ҫакна шантарсах калатӑп: вӑл шӳт тунисем ун чухне ҫав мӗскӗнсене нумайӑшне ытла та хурланса пурӑнасран хӑтарчӗҫ. Инкек пуласса сиснӗ Марийка хӑйне йӗрлесе чупакан хӑрушӑ ҫынран кам та пулин хӑтарӗ тенӗ пек хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ. — Ҫапла мар-и? — тесе илчӗ Паганель. Старик, ҫурҫӗр иртсен чылайран картишне тухмассерен, чӗнмесӗр килнӗ ҫыннӑн пӳлӗмӗнчен чӳрече хуппи хушшипе тулалла ҫутӑ ӳкнине курать. Куна ӗнтӗ миххе пытарма ҫук, мӗншӗн тесен ӑна юрӑхлӑ михӗ ниҫта та тупаймӑн. Ҫитӗ, ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. О телейӗм манӑн, мӗнлерех юрататӑп эпӗ сана! — Эсӗ куна мӗншӗн каланине пӗлетӗп эпӗ, — терӗ ҫул ҫине тухса каяканӗ. — Шӑп кӑна ҫавӑ, — терӗ Дымов, ирӗксӗррӗн чавси ҫине ҫӗкленсе, ҫул тӑрӑх пӑхса. Унӑн ҫӳхе тути сиккелет, хура сухалӗ халачӗн ылтӑнпа ҫӗленӗ тӗрри ҫинче хускалкалать. Калаҫасса Тимур калаҫать: — Ыран тул ҫутӑлнӑ чух эпир, ҫынсем вӑраниччен, Колокольчиковпа иксӗмӗр, ак ҫакӑ татса пӗтернӗ (вӑл аллипе Женя ҫинелле кӑтартрӗ) пралуксене тӳрлетӗпӗр. — Ӑнланаймастӑп сире, — астутартӑм эпӗ. Каллех пире буксира илме килет, — ҫиллине чарса каларӗ Агафон. — Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗ иккӗмӗш пӗлтерӳ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ, аллине шлепки патне тытса, ӑна чыс турӗ. Чи ҫӑмламас пупӑн ҫӳҫне шакла кас та салтаксем ҫӑвӑнакан мунчана кӗртсе яр, — тупайӑн-и эс ҫав пупа? Ку пӗртте сирӗн пек мар, малтанхи Алексее курмастӑп эпӗ! Тепӗр чухне эпӗ: урупа пӗрле Сирӗн чӗрӳн пӗр пайне те татса кайнӑ пулӗ тесе шутлатӑп. Сире хӑвӑра нихҫан та ҫавӑн пек туйӑнман-и? — Кур, Петруха! — Эпӗ ҫав хушӑра хула курса ҫӳрӗп. Ҫав вӑхӑтрах академинче те нумай ӗҫлет, пултарулӑхӗ Петьӑнни пекех вӑйлӑ мар пулин те, ӳкерме чаплӑ ӳкерет. Тӳррипех калатӑп, чыслӑ служба пулман пулсассӑн эпӗ департаментран тахҫанах тухса кайнӑ пулӑттӑм. Пӗчӗк шыв мар вӑл Днестр, нумай унта тӗрлӗ шыв юпписем, ҫӑра хӑмӑшлӑхсем, ӑшӑк вырӑнсем тата тарӑн тӗлсем, шыв куҫкӗски пек йӑлтӑртатать, ун ҫийӗнче акӑшсен янӑравлӑ сасси хыттӑн илтӗнсе тӑрать, хир кӑвакалӗ хӑвӑрттӑн вӗҫсе иртет, хыт туналлӑ курӑксем хушшинче тата ҫыран хӗрринчи вырӑнсенче вӗтел-кайӑксем, хӗрлӗ пӗсехеллӗ ӑсансем тата ытти тӗрлӗ кайӑксем нумай хӗвӗшеҫҫӗ. Старик каҫхине пирӗнпе апатланӗ, тата ҫапла калаҫса татӑлӑпӑр, тӑвансем: ҫӗр хута ӑна ниҫта та ямалла мар… — Эсир тӳрех килтен килетӗр эппин? Халӗ ак ҫак иртсе кайнӑ историе аса илтӗм те, ҫӑвар темле типсе, ӗнтӗхсе кайрӗ… Ӑна мӗншӗн вӗлернӗ, тетӗн-и? Сывпуллашас умӗн Макар ҫапла сӗнчӗ: — Акӑ мӗн, хуҫа, сут-ха мана пӗр автанне, э? Тӳрех ҫакна калас пулать: ҫынсенчен сахалтарахӑш пайӗ пур енчен те ыр курса пурӑнтӑр тесе, халӑхӑн ытларахӑш пайне йӳнӗ хакпах йывӑр ӗҫлеме, пурлӑ-ҫуклӑ пурнӑҫпа пурӑнма тивет. Анчах манӑн хуҫам ҫаксене ниепле те ӑнланма пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн шухӑшӗпе, ҫӗр ҫинче ҫитӗнекен ҫимӗҫсемпе пур чӗрчунсем те, уйрӑммӑнах ыттисене пӑхӑнтарса тӑракан пур чӗрчунсем те тӑранса пурӑнма тивӗҫлӗ. Эпӗ айккинелле ҫаврӑнасшӑнччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра унӑн хӗрле мӑйӑхӗ хускалкаларӗ те, вӑл французла ҫапла каласа хучӗ: — Хам апатланнӑ чухне пирус туртнине юратмастӑп эпӗ, хисеплӗ ҫыннӑм. Айтуруй! Садсем, тутӑхнӑ пек, сарӑ тӗспе витӗнчӗҫ, тимӗр пек курӑнакан хура вӑрмансем те, хӗрлӗрех сӑнпа сархайса, тутӑхса кайрӗҫ. Нӳрлӗ ҫил таврари таптанса пӗтнӗ кӑвак ҫункавсене юхан-шыва хӑваласа антарать. Утине мӗн чухлӗшер паратӑн? Анчах тепӗр минутран каларӗ: — А унсӑр — кичем! Хам мӗнле хӗрарӑм иккенне пӗлместӗп эпӗ: анчах эпӗ тӳрӗ ҫын — манпа ӗҫ тума та юрать. Колхозра шанчӑклӑ, ҫирӗп чӑмӑр тӑрса юлчӗ. Каштанка кайнӑ. Анчах халӗ ӗнтӗ эсӗ никама та хӑратаймастӑн, Джим Тернер… Хапхаран тухсан Жданов ҫыран хӗррине ҫитичченех хыт-хураллӑ уй тӑсӑлать. Ӑҫтан тавлашма пултарас ӗнтӗ манӑн унпа! — Мӗн вӑл Липинца? Шӑп ҫав вӑхӑтра вӗсем патне Марыся пырса тӑчӗ; вӑл хӗрелсе кайнӑ, анчах, матрос ҫине именчӗклӗн пӑхкаласа, ялти хӗрсенни пек ҫинҫе сассипе:— Эпир Познань патӗнчен, — терӗ. Ну, хӗлле, тур пулӑшсан, Петербурга куҫӑпӑр, унта ҫынсемпе курнӑҫатӑр, усӑллӑ паллашусем пулӗҫ; эсир ӗнтӗ пысӑк ачасем, акӑ эпӗ Вольдемара ҫапла каларӑм; эсир халь ҫул ҫине тухнӑ, ҫавӑнпа ман ӗҫ пӗтнӗ, хӑвӑрах кайма пултаратӑр, манпа канашлас кӑмӑлӑр пулсан, канашлӑр, эпӗ халь сире ӑс паракан арҫын мар ӗнтӗ, сирӗн тусӑр эпӗ, кирек мӗн тесен те хам пултарнӑ ҫӗрте сирӗн тусӑр, юлташӑр тата канаш паракан ҫыннӑр пуласшӑн, урӑх никам та мар. Мана ҫылӑх каҫарттарас умӗнхи кӗлӗ сӑмахӗсем аса килчӗҫ, вӗсем ман хӑлхара пӗр чарӑнмасӑр янӑраса тӑчӗҫ. Конвой манпа пулать. Мӗн ятлӑ эс? Миките ҫав хуран курӑнакан япала патӗнчен хӑванӑн типӗ, тӑсӑкла ҫулҫисем вӗҫсе пынине курнӑ. Ҫавӑнпа вӑл унта вӑрман мар, ял иккенне пӗлнӗ, анчах каласшӑн пулман. Кӑмака ҫинче, хӑйӑсем хушшинче, татакансем каштӑртатаҫҫӗ, чунӑма хуйхӑ пырса кӗрет, салтака тата унӑн йӑмӑкне макӑрас пекех шел туйӑнать. Вунна пуссан эпӗ чӑн-чӑн вӑлтана ҫаклантӑм… «Килӗшетӗп. — Мӗн пирки савӑнатӑн вара эсӗ? — ыйтрӗ Лукашкӑран Оленин. Вӑл тухса кайсан, Баймакова кӳренӳллӗн ӳлесе ячӗ: — Ял тӑмсайӗ, ывӑлне сураҫнӑ хӗре те пӗр ӑшӑ сӑмах тупса калаймарӗ! — Кунта, — терӗ те Яков… сасартӑк хӑй сӑмахне хӑех татрӗ. — А-а, тискер ҫӗ-ӗленсем! — каллех хӑрӑлтатса илчӗ Андрей. Вӑл эпӗ Англие таврӑнсан куна хут ҫине ҫырса кӗнеке пичетлесе кӑларасса шанатӑп, терӗ. — Вут ӑҫтан тупатпӑр? — тесе ыйтрӗ Вильсон. Мӗн? Сизовпа Махотин: эсӗ пуринчен те лайӑхрах ӑнлантарса пама пултаратӑн, теҫҫӗ. Занавес ҫӗкленчӗ; пьеса пуҫланчӗ. — Мана ан ҫыхлантар. Купец патӗнче пирӗн йышши ҫынсене питӗ лайӑх. Эпӗ вуникӗ сехет ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн питӗ лайӑх, ҫӑмӑл пек туйрӑм, эхер вӗсем мана питӗ чирлӗ тесе ӗненнине пӑсасси ӑнӑҫсӑрла туйӑнман пулсан, эпӗ вырӑн ҫинчен ҫавӑн чухнех сиксе тӑнӑ пулӑттӑм. Пуринчен ытла Вильямс — вӑл ун пек пуласса эпӗ нихҫан та шухӑшламан. Король ҫук, теҫҫӗ. — Мӗнле-ха вара король ҫук? — Эпӗ унран кӑмпа туянас теттӗм… Пуринпе те вӑл хутшӑнма пултарать… — ирӗклӗн, пӗлсе… кирек камшӑн та сӑмах тупать… Иртнӗ каҫ Орлик хӑйӗн пӗтӗм бандипе чӑнах та Бояркӑна пырса тапӑннӑ-мӗн. Ӑнлантӑр-и? Щукарь, аллисене малалла тӑсса, ҫул урлӑ ывтӑнса каять, ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑк ӑшне пашлатса тӑсӑлса выртать. Аслатиллӗ ҫумӑр витӗр тарни Вӗсем сӑнран пӑхма пит кӑмӑллӑ пӗчӗк старикпе тепӗр пит чипер ҫамрӑкрах джентльмена, аллине ҫыхса ҫакнӑскере, ертсе килеҫҫӗ. — Мӗншӗн апла? — тенӗ хуҫин аслӑ ывӑлӗ. — Енчен вӗсем пӗтӗмпех ҫунтарасшӑн пулсан, мӑнастире те вут тӗртмесӗр хӑвармаҫҫӗ пуль? — ыйтрӗ Серафима хӗр-манах. Ҫав ӑссӑрлӑха революци теҫҫӗ. Кардинал мар, кам та пулин урӑх ҫын хӑйӗн ҫуртне ҫавнашкал тӗрлӗ курӑксемпе чечексем тултарсан, кулнӑ та пулӗччӗҫ, анчах «ырӑ кардиналтан» никам та кулман. Христина хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса калама пуҫларӗ, хӑйӗн мӗнпур хуйхине чӗмсӗр кӳршине каласа пачӗ. Унӑн хура сатин кӗпине, кивӗ картузне, хыткан питне, чылайранпа хырман сухалне, ялтӑркка кӑвак куҫӗсене пӑхсан — вӑл чӑн-чӑн шахтер пулни курӑнсах тӑрать. Ют ҫын килӗнче ирӗксӗрех каҫ выртма тивнӗскер, вӑл хӑйне ҫывӑрма пӗр-пӗр улах вырӑна, вӑрӑсем ансатах лекме пултармалла пӳлӗме ярасран хӑраса, куҫӗсемпе хӑйне валли шанчӑклӑ юлташ шырама тытӑнчӗ. — Пакетсӑр, анчах райкомран. Хӗр унпала кӑмӑллӑн калаҫать те, вӑл сӑмсине кӑна каҫӑртать; пӑхсамӑр, мӗнле чаплӑ ҫын вӑл! Урайне тахҫантанпа ҫуман. — Эпӗ вӑл уланине палласа илтӗм: вӑл Булл Харбисон йытти. Вӑл ҫапла, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл, кил хуҫи ҫине анкӑ-минкӗлле пӑхса. Стена ҫумне ҫапнӑ вӑрӑм пӑтасем ҫинче хаҫат ҫӗклемӗсем ҫакӑнса тӑнӑ, ҫакна пула стенасем унтан та кунтан шыҫӑнса кайнӑн курӑннӑ. Йӗри-тавра, паллах, йывӑҫ таврашӗ ҫук, анчах, вӗсен телейне, тайлӑмсем типӗ мӑкпа витӗннӗ. Вельбот борт ҫумӗнчен тапранса кайнӑ, ҫыран хӗрринелле ишнӗ, вара часах куҫран ҫухалнӑ. Авалхи ҫынсем Сатурн хыҫҫӑн урӑх планетӑсене пӗлмен-ха. Хӳме хыҫӗнчи кӗтесре тӑракан ачасем савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Эсир йыттӑрпа иксӗр те вунӑ тенкӗрен ытла тӑмастӑр… Анчах Динго каялла таврӑнса татах тепӗр кубика илчӗ, ӑна та пӗрремӗшпе юнашар кайса хучӗ. Ыранах правлени ларуне пухатӑп, Яков Лукичран ыйтса пӗлӗпӗр унта… Санӑн, сӑмахран, Джима катмакпа та чавса кӑларма юрать, ӑсра урӑхла шутласа чӑрманма та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эсӗ нимӗн чухлакан ҫын та мар; мана вара юрамасть, мӗншӗн тесен эпӗ йӗрки-йӑлине пӗлетӗп. Ҫакӑн пек тӗттӗм ҫӗршывра ҫын ӑс-тӑнӗ ҫав тери начар аталаннӑ. Сирӗн ӗнтӗ пытанса пурӑнмалли ҫеҫ юлнӑ. Ҫинҫе те ҫирӗп кантраран йӑлӑ туса, лешӗ пахчана кӗрсе кайрӗ, унта вара, йӑпаткаласа, вӑл Черньӑна тытрӗ. Анчах ҫав ҫул эпӗ питӗ япӑх ӳсрӗм — хурлӑхпа асап мана ярӑнса ӳсме паман. Ҫак вӑхӑтра Динго, хӑй апатне туяннӑскер, ҫӗр хӑвӑлне кӗнӗ ҫӗрте хурал тӑчӗ. Уэлдон миссиса пулӑшма ҫамрӑк тарҫӑ Халимана ҫирӗплетрӗҫ; негр хӗрарӑмӗ Уэлдон миссиса пит иленчӗ, хӑй пӗлнӗ пек пӗтӗм чун-чӗререн парӑннине кӑтартрӗ. Сылтӑмра та, сулахайра та акӑш-макӑш тарӑн варсем кичеммӗн те тискеррӗн хуралса курӑнаҫҫӗ, тул ҫутӑлнине сиссе хӑранӑ пек пулнӑ тӗтре, йӑсӑрланса та ҫӗлен пек явкаланса, ҫывӑхри сӑртсен ҫуркаланчӑкӗ тӑрӑх аялалла шуса анать. Вӗсем пӗр минут хушши нимӗн чӗнмесӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑчӗҫ, унтан Тихон хӑйӗн ирӗлекен куҫӗсене аяккалла пӑрса ячӗ. — Ан хӑрӑр, кукка. Эсӗ вӗсен ӗҫне йӗркелесе хӑвар та каялла вӗҫтер. — Кам тӑкса ячӗ? Ҫывӑхрах, ҫӑлпа юнашар, тӳрем вырӑна хӗрлӗпе витнӗ пӳрт туса лартнӑ, кунта ваннӑ, леререхре галлерея, унта ҫумӑр ҫунӑ чухне уҫӑлса ҫӳреме тухаҫҫӗ. Ну халь, ӑслӑ ача пулса, йӑлтах каласа пар. Лось пуҫне пӑрчӗ. Вара йӗркепе антӑмӑр — вӑл ҫаппа-ҫарамас, эпӗ ахаль кӗпе те пир йӗм тӑхӑннӑ. Ун чухне вара эс… чылай хыттӑн калаҫма пуҫлӑттӑн, — ҫапла шухӑшлатӑп эпӗ… Сердюк тӳрех сӑмах илмерӗ. Ҫара, пӗрене стеналлӑ пӳлӗмре пӗтӗмпе те пӗр сӗтел кӑна тӑнӑ, ун ҫинче телефонсен сӑран футлярӗсем, картӑллӑ пысӑк авиаци планшечӗ тата хӗрлӗ карандаш выртнӑ. — Ӑҫталла каяс ӗнтӗ? — тенӗ Ваҫили Андрейч. Николай кӑштах шухӑшласа тӑрса:— Пӗлетӗр-и, — терӗ, — пирӗн ялан ҫапла пулса тухатчӗ: вӑл тӗрмере — эпӗ ирӗкре, эпӗ ирӗкре — вӑл тӗрмере е ссылкӑра. Захар юлашки ҫулсенче нумай ватӑлса кайнӑ. Питех те чаплӑ! Лайӑхрах пулас та ҫук! Ман халӗ диссертаци хӳтӗлемеле, вара эпӗ ирӗклӗ ҫын пулатӑп. Вӑл хӑйне хӑй питӗ йӗркеллӗ, лӑпкӑ тытать, анчах салхуллӑ ҫын мар. Ун ҫинчен каласа панӑ пулсан та ун чухне усси пулас ҫукчӗ. Айртон сӑмахӗсем эпӗ шайласа илнисене пӗтӗмпех ҫирӗплетсе панипе кӑна эпӗ ун ҫинчен сире халь каласа паратӑп. Тӗлӗннӗ Колчо кофейня патне ҫитрӗ те чарӑнса итлесе тӑчӗ. — Трелони, — терӗ доктор, — эпӗ сирӗнпе каятӑп. Шанатӑп, эпир Джимпа иксӗмӗр сирӗн шанӑҫна пурнӑҫлӑпӑр. Ҫапла мар-и? — Акӑ, каллех эсӗ ытлашши кукӑртатӑн… Аптӑрамалла санпа, Макар! — Эп шут тытсан, эсир чура пулса тӑратӑр! Ҫулҫӳревҫӗсем курӑк айӗпе юхакан шыва ром хутӑштарса ӗҫрӗҫ. Наталья пӑхӑр таз ҫинче пысӑк ҫӗҫӗпе пӑр катать, ҫак вӑхӑтпа, пӑхӑр чанклатнипе пӗрлех, хӗрарӑм ӗсӗклени илтӗнет. Куллен хырӑма тӑраниччен чышса тултараймастӑн-ҫке, ҫитменнине тата, кунта никам та килсе сана нимӗн айӑпсӑрах ӗнсерен те парас ҫук. Усал сӑмахсемпе те ятлаҫса тӑкас ҫук. Эпӗ масара кайнӑ чухне, кукамай ман ҫине хӗрес хурса канаш пачӗ: — Мӗн те пулин куҫа курӑнсан — ан тапран, эсӗ турра ҫуратнӑ хӗр, савӑн, тиекен кӗлле ҫеҫ вула… Ҫурҫӗр енчи бухтӑра та, кӑнтӑрти бухтӑри пекех, ҫыран тӑрӑх ҫӑра вӑрмансем ӳснӗ. Анчах бухти хӑй чылай вӑрӑмрах курӑнать, тӗрӗссипе каласан, пысӑк ҫырма пуҫӗ евӗрлӗ килет. — Куратӑп эпӗ, пансионри чухнехи пекех… Флегматик. Каллех ӑҫта та пулин кӗнӗ пулӗ. Катя та лешинсӗр пурӑнма пултараймасть. Вӑхӑт иртет, ӑна каялла тавӑраймӑн!» — Ҫапла ҫав, урӑх эпӗ ним тума та шутламастӑп. — Хӑвала, хӑвала! — терӗ Нагульнов, Титок ҫине шӑтарасла тимлӗн пӑхнӑ май кӗсйинчи наганне чӑмӑртаса. Кашкӑр ун ҫумӗнчен аяккалла сикрӗ, анчах анчах та каяймарӗ, тайӑлкаласа илчӗ те ӳкрӗ. Ҫапла, тепӗр хутчен, Атлантида ҫӗр-шывӗ халӗччен пулман анлӑш-хутлӑха ҫити сарӑлса ҫирӗпленет, — Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ Ҫӗлен ҫӗр-шывӗнчен пуҫланса Лӑпкӑ океанӑн Ази чиккисем таран; шӑпах ҫавӑнта тахҫан сарӑ питлӗ улӑпсем карапсем ҫинелле чул муклашкисем ывӑтнӑ. Лайӑх-и? Хӑнасем, хайхи эпир пӗлекен исправник тавра пухӑннӑ та, унран вӗҫӗмсӗр ыйтса тӗпчеҫҫӗ. Тинех эпир хамӑр ӑҫта иккенне пӗлӗпӗр! Хӑйӗн решенийӗсене йышӑннӑ чух вӑл права догмисене хисепе илет, мӗн авалран пыракан йӑласем ҫине таянать вӑл, ҫавӑнпа шухӑшӗсем ун, авторитет тӗлӗшӗнчен илсе пӑхсан, чиркӳ догмисенчен пӗрре те кая мар. Капла начар пенине курса француз инженерӗ хӑйӗн ҫӳҫӗнчен ярса тытрӗ, козаксем вӗҫӗмсӗр пуля тӑкса ӑшалтарнине пӑхмасӑр, тупӑсене вӑл хӑй авӑрлама пикенчӗ. Воропаев хӑюллӑн хӑйӗнчен таракан шурӑ куртка хыҫҫӑн ярса пусрӗ. Унтан вӑл тамалчӗ — каҫхи тӗттӗмлӗхре купи-купипе кӑвар шӑранса, ҫуттӑн курӑнса выртрӗ, вӗсен ҫывӑхӗнче кил-ҫуртсӑр тӑрса юлнӑ Кистенёвка ҫыннисем уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Е кунта пристань ҫумӗнче пӗр-пӗр кимӗ тӑрать-ши? Ягуарсем ытлашши хӑрушӑ мар вӗсем. Ҫавӑн чухлӗ йышпа пуҫтарӑнман пулсан, вӗсем уланине ахалех ирттерсе яма пулатчӗ. — Вӗсем нумай пулсан мӗн вара? — терӗ Роберт. Вӗсем вӑрман хыҫӗнчен вӗҫсе тухаҫҫӗ те, ытти чухнехи пекех, аэродром ҫийӗн ҫаврӑнмасӑр, тӳрех аялалла ярӑнса анса хӑйсен вӑрман хӗрринчи капонирӗсем патне пырса вырнаҫаҫҫӗ. Лосьпа Гусев аллисене малалла тӑснӑ та пӑнтӑх, пӑчӑ тӗттӗмлӗхре асӑрханса куҫаҫҫӗ. Юнлӑ погромщиксене ҫапса сирпӗтнӗ, анчах вӗсене текех нихӑҫан та кунта ярас мар тесен, вӗсене пӗтӗмпех пӗтерес тесен, Хӗрлӗ Ҫар ӗретне кӗрӗр. — Сирӗн пата тиесе килчӗҫ-и пӗрене? — шӑппӑн ыйтрӗ Марко. Эпир Заполярьенчен вӗҫсе тухни тӑватӑ талӑк иртсе кайрӗ ӗнтӗ. Мӗншӗн? Эпӗ ӑна кӗскен кӑна ответ параттӑм та, манӑн унтан хӑйӗнчен ыйтас килетчӗ: — Сире ӑна пӗлни мӗн тума кирлӗ вара? Сарайне кирпӗчрӗн тунӑччӗ, тӑррине пӗр еннелле ҫеҫ чалӑштарса витнӗччӗ, хыҫалта кӳршӗри картишне тухмалли ҫаврака шӑтӑк пурччӗ. Еленӑпа Инсаров сцена патӗнчех, тӗттӗм ложӑра ларчӗҫ; delle Belle Arti академинче хускалнӑ вылянчӑк кӑмӑл халь те иртсе каймарӗ-ха вӗсен. Хам ывӑл-ҫке! — Ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнталла ҫаврӑнса кайӗ, — терӗ Марийка, хуньашшӗнчен аяккарах сиксе. Пурте кӑшкӑрашса та кулса-ахӑлтатса ҫӗкленчӗҫ; дамӑсем хӑйсен шлепкисемпе сунчӑкӗсене шыраса тупрӗҫ те перчеткисене тӑхӑнса ячӗҫ; Ирхине пилӗк сехетре эпӗ хам чӳрече умӗнче урисемпе ҫӗре чавса тӑракан тӑватӑ лаша кӗҫеннипе вӑранса кайрӑм. Пусма тытӑнчӗҫ вара. Рада нимӗн те пулман пекех галерейӑна тухса тӑчӗ. Унтан Гриша пӳлӗмӗнчи лампочка пӗр самантлӑха сӳнсе илчӗ, — акт иртрӗ те! — вара ҫак иртнӗ ӗмӗрти мӗлке мӗнле сарӑмсӑр килсе кӗнӗ пекех куҫран хӑвӑрт ҫухалчӗ. — Апат пӗҫерекен тумалла ӑна, самӑр сысна аҫине! Малтанах эпӗ, суккӑр ҫын ҫакӑн пек шӑхӑрса хӑйӗн юлташӗсене штурма кайма чӗнет пулӗ, тесе шухӑшларӑм. Анчах халӗ эпӗ, шӑхӑрнӑ сасӑ ял енчен илтӗннине асӑрхарӑм тата ҫак сигнал бандитсене хӑрушлӑх ҫинчен асӑрхаттарнине туйса илтӗм. Павелӑн куҫ тӗкӗсем сиккелерӗҫ, сӑнӗ ҫемҫелчӗ, вӑл йӑл кулса илчӗ. Пӗррехинче унӑн ҫурчӗ ҫунма тытӑннӑ. Татӑклӑн нимех те шухӑшламарӗ Андрей кун пирки, анчах Ярцев ҫак пӗчӗк шыв хӗрринче ларни ӑна темле, ӑнланмаллах мар пек туйӑнса кайрӗ. Паян пулса иртни мана ӗлӗкхине аса илтерчӗ, эпӗ ун чухне…» Анчах тимӗр пирки акӑ, темле пулсан та, ӑна халех тупма тӑрӑшас пулать. Левитан картини те таҫта кайса кӗнӗ. Вӑл ҫав тери кӑмӑла кайнӑччӗ, — садри тӳп-тӳрӗ ҫул, хӗвел ӳкнӗ хыр вӑрманӗ. Павел ура ҫине тӑчӗ те, пиччӗшне кӗтмесӗрех, тухса кайрӗ. Вӗлтрен ман алӑсене пӗҫертсе пӗтернӗ, ҫурӑм сурса ыратать, пуҫ ҫаврӑнать — анчах ҫак самантра тӳссе ирттернӗ ырӑ туйӑма эпӗ хам пурнӑҫӑмра текех кураймарӑм. — Эпӗ калама та ҫук хавас, тусӑм, питех те хавас! Эпӗ хамӑн ҫӑлӑнӑҫ ӑҫтан килессе лайӑх чухламан пулсан та, ҫакӑ манра ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен шутлас шанчӑка вӑратса ячӗ. — Хе-хе-хе, куна эпир, эсир урӑ пулманнине, илтнӗ ӗнтӗ! — каллех пӳлчӗ ӑна Петерсон, — анчах эпӗ сирӗн унпала маларах мӗнле те пулин ҫакнашкал хирӗҫни таврашӗ пулман-и тесе ҫех ыйтасшӑн? Ҫавӑн пекех тата ӑна Алексей улпутсем тыткалакан хаклӑ япаласене ытлашши юратни тӗлӗнтерчӗ; — Тӑр-ха эсӗ, — чарчӗ ӑна Ерофей Кузьмич. Ҫав халиччен курман ҫыру паллисене манӑн кунта кӑтартса пама питех те кирлӗ пулать, мӗншӗн тесен, ҫав паллӑсене пула профессор Лиденброкпа унӑн тӑванӗн ывӑлӗ XIX ӗмӗрте чи тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев туса ирттерме шухӑш тытнӑ. А вӑл ҫӗршыва пуринчен те лайӑхрах пӗлекен ученый д'Орбиньи вӑтам пӳллӗ патагонеца пилӗк фут та тӑватӑ дюйм тесе шутлать. — Анчах мӗнле пӗлмелле-ха, вӗсенчен хӑшӗ тӗрӗсрех калаҫҫӗ? — тесе ыйтрӗ Элен. Пӗр эрне иртрӗ. Чӳречисем садалла тухакан, ӗлӗкхи хӗрарӑм монастырӗнчен уйрӑм хӳмепе уйӑрӑлса тӑракан хваттерте, Цюрберта тупаймарӗҫ. — Ма пӗтет? Хӑй вара кам та пулин намӑслантарасран хӑранипе портрета пӑртак та пулин хӗр евӗрлӗрех тӑвасшӑн пулчӗ. Лось шӑрпӑк ҫутрӗ те нишӑра, кавсӑлнӑ минтер ҫинче, ылтӑн маска курать. Вӑл инҫетри хӑватлӑ сасӑ илтӗннӗ тӳрем сӑртлӑх еннелле хӑпарма тытӑнчӗ. Оленин хӑйне хӑй халь, анчах ҫывӑрса тӑнӑ пек, уҫҫӑн та патвар туйрӗ. О, балсенче ташлакан, французла калаҫакан та ашшӗ-амӑшсемпе саккунлӑ арӑмӗсен шучӗпе пурӑнакан гвардеецсем пирки каламастӑп эпӗ. — Пурпӗрех! — тесе кӑшкӑрать Паганель. Манӑн ҫав вӑхӑтра ӑна ҫисе ярайман пӑтӑ турилккипе мӑнтӑр питӗнчен перес килсе кайрӗ! Анчах мусьӗ мӗншӗн вӗлерчӗ-ха ӑна? Вӑл улшӑнӑва эсӗ тивӗҫлӗ, анчах эпир иксӗмӗр курнӑҫнӑ хыҫҫӑн хамӑрӑн ҫамрӑклӑх ыйтнине кӑмӑл тума килӗшмерӗм. Чей ӗҫнӗ хушӑра Артём Павкӑран шкулта пулнӑ ӗҫ ҫинчен ыйтма пуҫларӗ. Пӗр ҫирӗм ҫула яхӑн каялла, Щукарь мучи, питех те ӳсӗр пуҫпа Войсковой хуторӗнчен таврӑннӑ чухне, ҫав лашана иртен-ҫӳрен чикансенчен вӑтӑр тенкӗлле туянса юлнӑ. Кам хӗрхенӗ сире мансӑр пуҫне?.. Ӑна ҫапла вара «Тӗрес тӑвакан» тесе ят панӑччӗ, ҫавӑ ӑна пит кӑмӑла каятчӗ. Ура айӗнче ҫемҫе тачка ковер пек мӑк выртать, ӑна брусника тӗмисем тата кӗтмелӗн типӗ ҫипписем тӗрлесе пӗтернӗ, курӑк ӑшӗнче пӗрлӗхен юн тумламӗсем пек йӑлтӑртатать, кӑмпасем хӑйсен хӑватлӑ шӑршипе йӗкӗлтеҫҫӗ. Ҫак халиччен пулман туйӑм мана кӑсӑклантарчӗ те, хаваслантарчӗ те, тӳррипе эпӗ Зинаида ҫинчен те сахал шухӑшларӑм. Эпӗ кам? Ирӗ сивӗрех, сывлӑмлӑ пулнӑ; тул ҫутӑлас умӗнхи ҫил хаш та хаш тунӑ, симӗсрех ахах тӗслӗ пӗлӗт панулми шӑршипе сывланӑ. Кайран, Наталья Савишнӑран анне юлашки пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтсан, вӑл мана акӑ мӗн каласа пачӗ: — Сире илсе тухса кайсан, кӑвакарчӑнӑм вӑрахчен ӑшаланса выртрӗ, ак ҫакӑнтан тем хӗснӗ пек асапланчӗ, унтан минтер ҫинчен пуҫне усрӗ те ҫӳлти пирӗшти пекех лӑпкӑн, тӳлеккӗн тӗлӗрсе кайрӗ. А-а, паян ҫӗнӗ ҫул кӗтсе илмелле-ҫке! Унӑн ҫӳҫӗсем хулпуҫҫисем ҫине анса сапаланнӑ. — Ӑҫтан турӑ кӳрсе ячӗ-ши ку шӑпӑрлана, — тесе мӑкӑртатать лешӗ? — ха, шӑхӑрать, ҫӗр ҫӑтманскер, басурман. «Ӑна пирӗнсӗр те пытарӗҫ!» терӗ Тарас: пулӗҫ уншӑн макӑракансем, ӑна йӑпатакан хӗрарӑмсем те!» Эсир шутлӑр-хӑ, мӗн хӑтланнӑ! — Апла пулсан юрӗччӗ, — тет вӑл. Старик каторга срокне темиҫе ҫул каярах ларса тухнӑ, ҫав вӑхӑтранпа вӑл яланах святой вырӑнсем тӑрӑх ҫӳрет, чунне ҫӑлма тӑрӑшать. Ҫавӑнтах тӗтӗм шӑрши тухрӗ, уҫланкӑра шӑп, тӗттӗм пулса тӑчӗ, ҫав шӑплӑхпа тӗттӗмре чирлӗ ҫыннӑн хӑрлатакан сасси илтӗнсе кайрӗ. Ҫӗр ҫинчен те, Уйӑх патӗнчен те юмахри йӑва евӗр иртсе кайнӑ ракетӑпа малалла мӗн пулса тухнӑ-ха? Ку ыйтӑва, паллах, чи пирвай памаллаччӗ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн хуҫам мана чарса лартрӗ, ӑна эпӗ докторсем ҫинчен каласа панисем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ пулмалла, манран вӑл ҫапла ыйтрӗ: — Эсир темиҫе хутчен те министрсем ҫинчен асӑнтӑр, — терӗ вӑл. Ҫакӑн пек пурте хӗнеме тапратсан — вара мӗн пулать-ха вӑл? Ҫӳл тӳпе те халичченхи пекех, хӗпӗртесе сывлать тейӗн, каҫӗ те ӗнтӗ, турӑ пилленӗ каҫ, чаплӑн йӑлкӑшса, хӑйӗн юлашки хӗлхемӗсене тӑкса пӗтерет. Тавтапуҫ! Вӑл минут хушши те лӑпланаймарӗ. Пӑхсан-пӑхсан, тур ҫырлахтӑр, Улюн инке хӑйне курнӑ, тет. — Арӑм-и? «Вӗсем пурте кайрӗҫ ӗнтӗ», — тесен тин вӑл, шывран тухса, сулӑ ҫине хӑпарчӗ. Ку ҫын нумай пӗлни, унӑн ҫынсене хакламалли хӑйӗн виҫи пурри сисӗнет. Эпӗ пит лайӑх пӗлетӗп: шыва путса вилнӗ арҫын месерле ишмест, ӳпне выртса ишет. — Эсир идеализм мӗн иккенне пӗлместӗр, — малалла каларӑм эпӗ, кашни сӑмах каланӑ хыҫҫӑнах унӑн питҫӑмартийӗсем улшӑннипе хӗпӗртесе. Эпӗ сиссе те юлаймарӑм, король те ҫылӑх каҫарттаракансемпе пӗрлешсе кайрӗ те пуринчен те хытӑрах кӑшкӑрма тытӑнчӗ, унтан проповедник вырӑнне улӑхса тӑчӗ. Проповедник ӑна халӑхпа калаҫма хушрӗ, король килӗшрӗ. Вара вӑл акӑ мӗскер каласа пачӗ. Мӗнле термит-кӑткӑсем ҫакӑн пек тӗлӗнтермӗш ҫуртсем тума пӗлеҫҫӗ-ха? Пӗрре ҫапла Тома та ҫак туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Емельян чӗнмерӗ. Ҫавӑнтах пӗр кӗрнеклӗ генерал мундирӗ тӑхӑннӑ арҫын маларах тухса тӑчӗ: ку чиновник, утрав наместникӗ, барон Трампе хӑех пулнӑ иккен. Гейка ку хута лӑпкӑн та пӗр пӑлханмасӑр чӗрсе тӑкрӗ. — Мӗн калас вара сана? — Хӑратӑп… Яра парӑр, сире хушатӑп вӗт эпӗ кайӑр тесе. Ҫӗрлехи лӗпӗшсем хӗвӗшрӗҫ: ҫуначӗсем ҫинчен тусан тӑкса, сӗтел ҫинче тата стакансем ӑшӗнче ҫапкаланчӗҫ е ҫурта ҫутине вӗҫсе кӗчӗҫ, е ҫута ӳкнӗ ункӑран тухса хура сывлӑшра ҫухалчӗҫ Оленинпа Ерошка иккӗшӗ пилӗк бутылка чихирь ӗҫсе ячӗҫ. Эпӗ ӗнтӗ хамӑн шухӑшӑмсенче те, кулленхи пурнӑҫра та йӑлтах пӑсӑлса ҫитнӗччӗ, анчах юлашки утӑма, юлашки пусӑма пусманччӗ-ха. Ҫак тузсемпе аристократсемсӗр пуҫне Коломнӑра тӗрлӗрен пӗчӗк ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. — Аппарата мӗнле укҫапа тунӑ? — ыйтрӗ Скайльс. — Хӑшне суйласа илмелле? Вӑл кулма пӑрахрӗ. Эсӗ каллех-и? — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ хуралҫӑ. Акӑ хӑш-пӗр сӑмахӗсенче хупӑ сасӑсем ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ, сӑмахран, чи малтанхи «rnlls», сӑмахра, ытти сӑмахсенче уҫӑ сасӑсем ытларах, сӑмахран, пиллӗкмӗшӗнче «uheelef» сӑмахра, е чи кайранхи умӗнчи сӑмахра «oseibon». Мӗне кирлӗ халь аннӳ? — тесе хучӗ. Вӑл юрать, кай… Манах сӑмахӗсем хӑйне пӑлхатнине туйса, аслӑ Артамонов кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ: — Ашкӑнни кӑна вӑл. Вӑл кунӗ-кунӗпех окружной судра, палатӑра, хӑйӗн адвокачӗ патӗнче ҫӳретчӗ, каҫсенче час-часах извозчикпа нумай ҫыхӑсем, хутпа чӗркенӗ япаласем, бутылкӑсем илсе килетчӗ те хӑйӗн патӗнче, йӑтӑнса анма пуҫланӑ маччаллӑ тата чалӑшса кайнӑ урайлӑ таса мар пӳлӗмре, шавлӑ ӗҫкӗсем туса ирттеретчӗ, хӑй патне студентсене, хӗрарӑм ҫӗвӗҫсене, камӑн тӑраниччен ҫиес тата кӑштах ӗҫес килет — пурне те чӗнсе пухатчӗ. Халь ӗнтӗ ун пекки тек пулас ҫук. Турӑ пӗлет-и, тен, унӑн шухӑшӗсем ӑҫта ҫӳренине, анчах вӑл иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшламан: унӑн сӑн-пичӗ хусканмасӑр салхуллӑ тӑнӑ, асаилӳсемпех апла пулас ҫук. — Апла пулсан, эсӗ ҫав калаҫакан кӗсрене кӑлӑхах итлетӗн, — пат татса каларӗ Давыдов,— Мӗншӗн кӑлӑхах вара? Вӑл пирӗн патӑмӑрта пурӑнас темест пулсан, кирек мӗнле хулара та ҫавнашкал ҫуртсем пур… богадельнӑсем теҫҫӗ вӗсене… унашкал карчӑксене унта канлӗх те параҫҫӗ, тимлӗн те пӑхаҫҫӗ… Куртӑм, сан ӗҫ тухманнине. Парӑмсем акӑш-макӑш нумайччӗ — вӑтанмаллах пулса кайнӑччӗ. Ыран акӑ пуху пулать. Вӑл падре проповедьне тимлӗн итленӗ, ҫав проповедьсемпе республика идеалӗсем хушшинче пӗрлӗх шыраса тупма тӑрӑшнӑ; евангелие ҫине тӑрсах вӗреннӗ, христианство пуҫлансанах унӑн демократиллӗ шухӑшсем пулнипе савӑннӑ. Ҫамрӑк ирландец лашасем тытса пурнакан ахаль сунарҫӑ пулман, вӑл культурӑллӑ ҫемьерен тухнӑ, вӗреннӗ яшӑ пулнӑ. Ҫакна пула вӗсем пӗтӗм пӗлӳсене преданисем тӑрӑх сыхласа упраҫҫӗ. Фелимпа иксӗмӗр, тата Тарӑ та ҫак вӑхӑтра выҫлӑ-тутӑлӑнах пурӑнтӑмӑр. Тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫулта кунта та темскер начар япала пулнӑ пулас, мӗншӗн тесен кун пек тӗттӗм кӗтесре те ҫамрӑксем раввина питех хисеп тумаҫҫӗ. Пуринчен малтан палатӑран Степан Иванович тухса кайрӗ. Унсӑр пуҫне, аризонецсем сӑнанӑ тӑрӑх, Марс канавӗсенчи шыв ҫуркунне ҫурҫӗртен кӑнтӑралла, кӗркунне — кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле юхать. — Чунранах хавас, — терӗ вӑл: — пире килсе курас ырӑ шухӑшӑршӑн тав тӑватӑп сире; шансах тӑратӑп… ятӑрпа аҫӑр ятне пӗлме кӑмӑл тусамӑр? Вӗсенчен пӗри пынӑ ҫӗртех ҫӗртен чул пӗшкӗнсе илчӗ. Акӑ шӑплӑхра кардиналӑн уҫҫӑн, васкамасӑр калакан сӑмахӗсем илтӗнсе кайрӗҫ: — Святой Иоанн евангелинче ҫапла каланӑ: «Турӑ тӗнчене ытла та хытӑ юратнӑ, ҫавӑнпа та, тӗнчене ҫӑлас тесе, вӑл хӑйӗн тӑван ывӑлне хӗрхенмесӗр панӑ». Чӗнместӗн-и? Ӗҫрен ҫӳлерех пулма тӑрӑш… Е ҫавна та ӑнланаймастӑн-и? Пилӗк ҫула яхӑн иртсе кайичченех эпӗ хама кӳрентернӗшӗн тавӑрмасӑр хӑварнине аса илмессерен чӗтре-чӗтре илтӗм, кӑшкӑра-кӑшкӑра ятӑм, Дубковпа пулнӑ ӗҫре хама епле харсӑр тытнине мӑнкӑмӑлланса аса илни кӑна мана йӑпатрӗ. Ҫутӑ курӑнсанах, ҫырана тухма сӗнтӗм эпӗ. «Манӑн атте шаланда ҫинче юлчӗ, вӑл юханшыв тӑрӑх хальччен ҫӳремен те Кефо аякра-ши кунтан тесе пӗлсе килме ячӗ», темелле. Пӗртен-пӗр шанчӑк, — Медичи ятлӑ кивӗ пысӑк ҫыран хӗррине тухасси ҫеҫ. — Калас-и? — Ҫапла ҫав, аттемҫӗм, — терӗ старик, — санӑн мана хамӑн ылтӑн вӑхӑтӑмра курасчӗ, эпӗ вара сана пурне те кӑтартнӑ пулӑттӑм. Елена Берсенева тав тумарӗ те: ҫавӑн пек ӗҫшӗн тав тума хӑрушӑ та намӑс пек туйӑнчӗ. Анчах та, ҫав шухӑшсене хирӗҫ пулнӑ вӑхӑтрах, Яков вӗсем хӑйӗн тулашӗнче пуррине туйнӑ, вӗсем пурин ухмахлӑхӗн ҫирӗп тӗввисене салтса ямасӑрах, хӑй юратакан кӑткӑс мар, уҫӑмлӑ япаласене пӑтраштарса кӑна пынине курнӑ. — Кирияк, кала-ха, мӗн тупнӑ вара ҫав Соколов патӗнче? — ыйтрӗ Юрдан, хӑнасем мӗн пирки ҫапла ахӑлтатса кулнине пӗлменне кура. Володя! — терӗ Шурочка хыттӑн та ирӗклӗн, хӑна пӳлӗмне кӗрсе. Ҫавна пӗлмест вӑл. Индеецӑн чӑн сӑмахӗ! — Ну, эпӗ вара ӑна — питӗ те юратмастӑп. Анчах лӑпкӑлӑхӗ — ӑҫта-ха? Ну… пире вӗлереҫҫӗ тейӗпӗр… Каҫхине вунӑ сехет ҫитерехпе индеец сасартӑк вӑранчӗ. Пысӑк юханшывсене пӗвесем лартаҫҫӗ — шыв ҫӳлтен турбинӑн кӗреҫи ҫине анать те турбина ҫаврӑнать, электричество энергийӗ пулать. Ҫак кӑмӑл капланса килнипе ун пичӗ ҫине тар персе тухнӑ, вара вӑл, ӑшӗ вӗҫнипе шурӑхса кайнӑскер, сасартӑк мачта ҫумӗнчен уйрӑлса, пысӑк сикӗмсемпе ворот патнелле ыткӑннӑ. Пустуй чул катӑкки, тейӗ. Кунӗ шӑрӑх тӑрать, горизонтра ҫумӑр ҫӑвать. Пӗрремӗшӗ, чи кирли, — хулана пирӗн тӗп тумаллах. — Рыцарь! — Икӗ бутылка сӑра парӑр. Ҫавнашкал пӑчкӑпа кравать урине татма вунӑ ҫынна пӗр эрне кирлӗ… Кравать ҫинче выртакан негра куртӑр-и-ха? Улӑмран тунӑ ӑна. Куртӑр-и?.. — Ан та калӑр, Хайтауэр пичче! — Маттур! — кӑшкӑрсах кулса ячӗ старик, вӗҫсе пыракан кайӑксене вӑл хӑй пачах персе тивертме пӗлмен. Хам ҫинчен пӗр сӑмахпа «пӗтрӗм», тесе калама ҫеҫ пултарнӑ. Филиппе Ривэра, революци службинче уборщик пулса ӗҫлекенскер, Хунта нуши валли укҫа кирлӗ вӑхӑтра ылттӑнпа кӗмӗл илсе пынӑ. Салтаксемпе Вланг хӑракаласа пынине кура, Володя хӑйне хӑй алла илчӗ, паттӑрланнӑ пек пулчӗ. Куҫа савӑнтарман тӑм тӗслӗрех те кӗске хӳреллӗ шултра лашасем ҫарти йывӑр урапасене салхуллӑн туртса, аран ҫеҫ уткаласа пыраҫҫӗ. Эпӗ тӗрлӗ Барнумсем (тата ҫавӑн йышши ытти шарлаттансем этемӗн ҫӗр айӗнчен тупӑнакан шӑммисем тӑрӑх ытти ҫынсене мӗнле улталаса аташтарнине те пӗлетӗп. Мана унӑн вичкӗн, кулӑшла юррисем аса килсе карӗҫ тата кукаҫей ун ҫинчен: «Юррисем тӑрӑх вӑл Давид патша пек, ӗҫӗсем тӑрӑх — усал Авессалом пек!» тесе каланисем хам пуҫра янтӑраса карӗҫ. Чӑнах та, лав ҫинче пӳрт ҫумне тӑратмалли вӑрӑм чикмексӗр пуҫне урӑх нимле япала та ҫук. «Мӗн кӑшкӑрашан ҫак эс? — терӗ вӑл ҫав сасӑпах. «Мӗне пӗлтерет ку?» — терӗм эпӗ ҫилленерех. Кӑсӑкланса кайнӑ Скайльс ӑна малтан ҫиелтен вуласа тухрӗ, унтан ҫывӑхах пырса тӑчӗ, куҫӗсене аллисемпе сӑтӑркаларӗ те тепре тимлӗн вуларӗ: — Twenty three, — каласа хучӗ вӑл юлашкинчен, ҫакӑ акӑ мӗне пӗлтерет: «Шӑммӑм-шаккӑмпа пӗрле мана шуйттан йӑтса кайтӑрах». Вӑл, хӑй каланӑ пек, тыткӑнри пурӑнӑҫа чылай чӑтӑмлӑн ирттернӗ, анчах туалетпа питӗ нумай аппаланнӑ, ҫаплах одеколонпа пӗрӗхме хушнӑ. Унӑн тӗттӗм шӑтӑксене путса ларнӑ куҫӗсенче хӑйне никамран чаплӑн шутланипе телейлӗн савӑнакан маниакӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫутӑлса тӑратчӗ. — Мӗн ҫинчен каласшӑн пулнине эпӗ ӑнлансах каймастӑп. Тӗрӗксем шырама кайсан та, тумтир ланчашкинчен урӑх нимӗн те тупас ҫук. Пит ӑнса пырсан та, Негоро Сан-Францискӑна кайса киличчен сахалтан виҫӗ-тӑватӑ уйӑх иртмелле вӗт-ха. Анчах шарламасӑр ирттерес методпа вӗсен нимӗн те тухмарӗ. Сулӑ ҫӗмӗрӗлнӗ вӑхӑтра аран ҫӑлӑнса юлнӑ манӑн журналра ҫырнисем ҫак тӗлте пӗтеҫҫӗ. — Ҫапла, пӑшалӗ начар мар, — мухтарӑм эпӗ. Histoire des voyages-ӑн икӗ пысӑк томне ҫеҫ, хӗрлӗ хуплашкаллӑскерсене, стена ҫумне хисеплӗн сӗвентерсе тӑратнӑ; ыттисене вара ним йӗркесӗр хурса тухнӑ, кунта вӑрӑммисем, хулӑннисем, пысӑк тата пӗчӗк кӗнекесем, — кӗнекесӗр хуплашкасем, хуплашкасӑр кӗнекесем; рекреаци умӗн ҫӳлӗке, Карл Иваныч мӑнаҫланса библиотека тесе калаканскере, йӗркене кӗртме хушсан, хӗсеттӗмӗрччӗ те кӗнекесене унтах чике-чике хураттӑмӑрччӗ. Озеровецсенчен пӗр ҫирӗм ҫынне нимӗҫле тумлантарса тӗрлӗрен нимӗҫ хӗҫ-пӑшалӗ тыттарнӑ. Ман чуна сасартӑк хамшӑн ҫӗнӗ, темле калама ҫук вӑйлӑ та ырӑ туйам пырса кӗчӗ. Сасартӑк каллех теменле телӗнмелле вут-ҫулӑм ялкӑшса ҫӗрлерен кун туса хучӗ, вӑл ачасен урисем патӗнче ӳсекен кашни курӑка янках ҫутатрӗ. Унӑн амӑшӗ, Парижра лайӑх ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм, кунӗн-ҫӗрен уншӑн тӑрӑшнӑ, унпа мухтаннӑ, анчах чахотка чирӗпе ҫамрӑклах ҫӗре кӗнӗ. Ҫӑмӑл урапасем ҫывхарсах та ҫывхарсах килеҫҫӗ. Иманус аллине Гальмало хулпуҫҫи ҫине хучӗ. Сан-Фелисе асьендӑна часрах ҫитес тесен, ҫул ҫинче канма сайрарах чарӑнмалла. Халӗ, тӑванӑм, пур ӗҫсем те хӑйсем тӗллӗн, карчӑк юмахӗнчи пек пулса пыраҫҫӗ. Тухтӑр ҫав манӑҫми каҫхине, хӑйне арестлес умӗн, вӑхӑтне ӑҫта ирттернӗ-ши, мӗншӗн вӑл ҫавӑн ҫинчен бее каласа парасшӑн пулман — ҫак шухӑш ӑна самантлӑха та канӑҫ кӳмерӗ. Хаҫатне тата кам улӑштарса хунӑ-ши?.. — Ӑҫтан вара эсир, Григорьев? — ыйтрӗ Николай Антоныч хутне вуланӑ май. — Вара мӗн? — ассӑн каласа янӑ Фома, хӑйӗн Пӑлакине аса илсе, тата темшӗн чӗрере савӑнӑҫ туйса. Анчах та вӗсем калани тӗрӗс иккенӗ хӑех курӑннӗ: хурах пусса каяссисем, вут тӗртессисем, ҫаратусем чарӑннӑ. Сигнал панӑ та ҫапӑҫу пуҫланнӑ. — Казаксем, тӑван ывӑлӑма пытарма ирӗк парӑр, — терӗ сасартӑк старик ҫинҫе те юрлакан саспа. Малтан татса кӗрекеннисен ушкӑнӗ малалла уттарчӗ. Ӑна ертсе пыраканни Яхно. Тепӗр виҫ-тӑват минутран вара колонна та тапранса кайрӗ. Анчах приговорне ҫар канашӗ йышӑнмалла. Вӗсемшӗн ҫаксем пурте: мундирсем, зал, жандармсем, адвокатсем, креслӑсенче ларасси, ыйтса пӗлесси — йывӑр та кансӗр пулмалла. Итлесе ларакансем ӑна хӗрхенни палӑрса тӑчӗ, анчах вӗсем нимӗн те шарламасӑр ларчӗҫ. Вӗсем ҫапла нимӗн чӗнмесӗр ларни вара уншӑн вӗсем хӑйне хӗрхеннинчен те йывӑртарах пулчӗ. Ку вара ахаль колхозница ҫеҫ, ӑна кирек мӗнле ӗҫре те — шанма пулать: тӳрӗ те ҫирӗп ҫын. — …Ҫапла вара, ӗҫ Совет государствин пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, ССР Союзӗнчи халӑхсен пурнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен, Совет Союзӗнчи халӑхсем ирӗклӗ пурӑнасси, е вӗсем чуралӑха кӗрсе ӳкесси ҫинчен пырать». Васкаса, шухӑшӗсене пӑтраштарса, хӗрӗ темле юмах каласа пачӗ: турӑ эсреле пӗр тухтӑра, нимӗҫе, илӗртме ирӗк панӑ, вара эсрел тухтӑр патне шуйттана янӑ. Аслӑ король мана ырлӑх кӑтартнӑшӑн тата унӑн ырӑ кӑмӑлӗшӗн тав тӑвас ячӗпе эпӗ ӑна йӑваш кӑмӑлпа ҫакна туса пама сӗнтӗм. — Иккӗ те-ха. Кӑмӑлу санӑн — йывӑр… Ӗҫнӗ хушӑра пасьянспа аппаланса ларнӑ пулӗ. Кашни вунпилӗк ҫултан Сатурнӑн унки сӑнавҫӑсене курӑнми пулать, вӑл вӑхӑтра Сатурн ытти планетӑсем пекех туйӑнать. Ман шутпа, хут вӗренни ӑна ниҫта, нихӑҫан, ним тума та кирлӗ мар.) Чухӑнсен пуххинчен Андрей тӳрех Марина патне кайрӗ. Эсир, ваше благороди, е сире унта тата мӗнле чӗнсе хисеплеҫҫӗ, мана ахалех ухмаха кӑларатӑр, тӑнсӑр тесе шутлатӑр… Чӑрӑшӗнчен кӑшт ҫӗрӗк шӑрши тата пӑнтӑхнӑ шӑршӑ кӗрет. Ӳкнӗ чухне вӑл тымарӗсемпе пӗрле пысӑк ҫерем лаптӑкне тӑпӑлтарса кӑларса, ӑна хӑяккӑн тӑратнӑ-мӗн. Ун сасси ҫинҫе, хурлӑхлӑ, ҫуркуннехи шапа сасси пек, — тет. — Тӑрать ав, пирус чӗркет, урӑх нимӗн те каламасть… Унӑн сассинче вӑл кӑмӑлсӑр пулни те, шухӑша кайни те палӑрать. Епле килсе лекнӗ эпӗ кунта? Вӑл, арӑм, мана вӗлерет. Ӗмӗрсем иртнӗ, ҫав хушӑра наука та аталансах пынӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн «ачалла, айванла» ӗмӗчӗсене пурнӑҫа кӗртнӗ. Роберт самантрах калаҫма пӑрахрӗ: пӗчӗк туземец вӑранмасӑрах тепӗр енне ҫавӑрӑнса выртрӗ те, вара пурте унӑн ҫурӑмӗ ҫинче ҫакӑн пек ҫырса ҫыпӑҫтарнине астурӗҫ: ЧУГУН ҪУЛ ҪИНЧИ КОНДУКТОРӐН, ДЖЕФРИ СМИТӐН, АСТУСА ПЫРСА ТОЛИНЕНЕ ЭХУКУНА ҪИТЕРМЕЛЛЕ. Чӑннипе, унӑн тӳрӗлӗхӗ пирӗн ниме тӑман тӳрӗлӗх мар, ним пытарса тӑмалли те ҫуккисен тӳрӗлӗхӗ мар… Пилӗк сехет тӗлнелле эпӗ хула варринчи пасара тухатӑп. Каларӗ, анчах вӑл суять, пӗтӗмпех суять!» — кӑшкӑрса ятӑм та эпӗ — каллех вара пуҫланчӗ… Стёша халех сӗт илсе килет. — Хуллентерех эсӗ! Ӳкекен ҫӑлтӑрсене те куратпӑр эпир, вӗсем тӳпене чӗрсе ҫӗрелле персе анаҫҫӗ. Тӑххӑрмӗш хут сиктернӗ хыҫҫӑнах Корчагин Леденевӑн виҫеллӗн хӗссе пыракан пешкисем хӑйне парӑнтарса пынине туйса илчӗ. Сана пӑртакҫӑ пурнӑҫ йӗркин пӗлӗвне парасчӗ! Ҫапла вӗсем ним чӗнмесӗр пӗр вунӑ минут пек пынӑ. — Вара шӳтлесе хушса хучӗ: — Эпӗ сан пек улӑм тӳшек мар! Гэнтер, пурне те пӗрер рюмка брэнди пар, — терӗ вӑл. — Йывӑр истори, — терӗ Середа, шӑплӑха пӑсса. Вӑрӑмми пӗр самантлӑха шухӑша кайса тӑчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ, шут хутне кӗсйине чикрӗ. Вӑл ӗнтӗ хӗрӗ Морис Джеральда каяссине хирӗҫ тӑман. Бен Ганн хӑй те, ку челнок ҫинчен «унӑн йӑлине хӑнӑхнӑ» ҫын ҫеҫ ларса пыма пултарни ҫинчен каланӑччӗ. Сана курасси ҫинчен шутлама пултарнӑ-и вара эпӗ, Ремень!» — Тӳррипе каласан, ҫапла. Ӑна шурӑ скала айне пытарнӑ. Хӑйӗн ачалӑхне вӑл яланах пӗр пек хурлӑхлӑ енӗпе кӑна астӑвать: акӑ вӑл хӑтсӑр та тӳлек пӳлӗмре кӗнеке вуласа ларать, ашшӗне кӗтет. Раумэра вӑл тахҫанах пӗтернӗ ӗнтӗ: халь Грота вӗренет. Шыв! — терӗ те патагонец, Таукӑна шпорӗпе хистесе ҫурҫӗрелле ҫавӑрчӗ. «Акӑ сылтӑмра пӗр маяк, акӑ тепре, акӑ тата виҫҫӗмӗш те» — тесе шутласа пынӑ Ваҫили Андрейч, — «ав тата малта вӑрман та» тесе шухӑшланӑ вӑл темӗскер малта хуранӑн курӑнаканскере тӗллесе пӑхса. Ывӑннӑ вӑкӑрсене, шӑварнӑ ҫӗре утса ҫитме тата каялла стана таврӑнма икӗ сехете яхӑн кирлӗ, ҫав икӗ сехет хушшинче пӗр гектар ытла сухаласа е сӳрелесе пӑрахма пулать. — Термометр мӗнле кӑтартать вара? Вӑл ҫӑварӗнчен пулӑ хӳрине кӑларчӗ, ун ҫине ачашшӑн пӑхрӗ, вара каллех ҫӑварне чикрӗ. Ку вӑл Мускавра метро тума пуҫланӑ ҫулхине пулса иртнӗ, лайӑх пӗлсе тӑнӑ вырӑнсенчех урам урлӑ хӳмесем пӳле-пӳле хунӑччӗ, ҫав хӳмесен хӗррипе ура айӗнче авӑнса тӑракан хӑмасем тӑрӑх утмалла пулчӗ пирӗн, унтан вара каялла ҫаврӑнмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен хӳме шӑпах пӗр-пӗр шӑтӑк тӗлне ҫитсен хупӑнать, пӗтет, унччен пӗр кун малтан ҫеҫ ҫав шӑтӑк ҫукчӗ-ха, халӗ унта ҫын сасси те, ҫӗр айӗнче ӗҫлени те кӗрлесе кӑна тӑрать. Соацера стенисене ҫӗклесе лартаҫҫӗ. Епле хӑрушлӑхра телейсӗр тӑван ҫӗршывӑмӑр! — Пӑхатпӑр ак пирӗнтен хӑшӗ тӗлӗнтермӗш, — Гусев пиҫиххине туртса тӳрлетрӗ, хул пуҫҫисене хускатса тӗрекленчӗ, куҫӗсем чеен хӗсӗнчӗҫ. — Эсир ӑна пит лайӑх тыткалама пӗлетӗр. — Выговорне вӑл урӑх ҫӗрте туянӗ, аллине усса ҫӳрет пулсан. Айӑплакан пӗр сехет хушши, Ленскине XIX-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчи помещиксемпе бюрократсен обществи вӗлернӗ пулин те, Евгений Онегин пурпӗрех ҫын вӗлернӗшӗн айӑплине кӑтартма тӑрӑшрӗ, «кирек мӗнле дуэль те ҫын вӗлерни пулать, ӑна малтан шутласа хунипе тӑваҫҫӗ», терӗ вӑл. — Ӑшӑнатпӑр-им, туссем? — тутисене сарса кулса ячӗ те вӑл, унӑн кӑшт монгол пекрех хӗсӗк куҫлӑ паттӑр сӑн-пичӗ ҫинчи хаярлӑх таҫта кайса ҫухалчӗ. Ҫитменнине тата эпир ҫав самантрах ҫавӑрӑнса хапхаран кӗрсе кайрӑмӑр. Ну мӗнех вара? Йӗнер ҫинче тӗреклӗ ларӑр тата чӗлпӗре лайӑх тытса пырӑр. Вӑл вӗлернӗ абрек сӑнарлах пулнӑ. — Ах, паж господин, — тесе пуҫларӗ Малевский. — Питӗ хавас сире курма. Неушлӗ вара лӑпкӑн, пӗр пек тикӗссӗн, ҫак пур кирлӗ мар, усӑсӑр пӑлханусемсӗр пурӑнма ҫук? — Хӑш-пӗр чухне эпӗ ҫавӑн пирки иккӗленетӗп. Корытов пӗлет пулӗ? Анчах ача старике ответ памарӗ. Амӑшӗ ӑна, лайӑх ӗҫленӗшӗн юратнӑ, анчах пӑртак хӑраткаланӑ та. Унӑн куҫҫулӗ питҫӑмарти тӑрӑх шӑпӑртатса юхса анчӗ. Половцев, йынӑша-йынӑшах мекеҫленсе, ӑна каллех месерле ҫавӑрса пӑрахма хӑтланчӗ, анчах батареец упанни пек вӑйне пула ура ҫине тӑчӗ-тӑчех. — Тармалла тетӗн-и? Ну, мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ! Ҫав утрав сӑмсахӗнчен, — «Г» саспаллипе палӑртнӑ, ӑна, — хам палӑртнӑ астрономи пункчӗпе шутласа координатсем патӑм: 80°26′30′′ та тата 92°08′00′′. Эпӗ «пӗлместӗп» тени вара ҫынна кӳрентеретчӗ. ССР Союзӗнче икӗ клас анчах, рабочисем тата хресченсем, вӗсен интересӗсем тӑшманла теме мар, йӑлтах урӑхла — туслӑ. — Манӑн савнӑ тусӑм, — тесе пуҫларӗ майор, — Паганель кӑтартса панисенчен мӗн юлнине эпӗ хамӑн сӑмахӑмпа пӗрре те йӑвашлатас теместӗп. Эпӗ ӑна пӗрре те хирӗҫлесшӗн мар. — Юрать, хам ҫинчен те калӑп… Вӑл ҫакна аса илчӗ: пысӑк ҫав вӑйсӑр хӗрарӑмӑн влаҫӗ, нумай вӑйлӑ арҫынна пӗтерет хӗрарӑм, ку енчен ҫемҫе ҫавӑ Андрий. Эппин, эпир санпа иксӗмӗр те дворян йӑхӗнчен, ыттисем пек мар. — Ӑҫта эсӗ, тискер кайӑк, сӑмса касса илтӗн? — ҫиллессӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл. Елена, хӑйне ҫапма тӑнине сирсе янӑ пек, аллине малалла тӑсрӗ, нимӗн те каламарӗ; унӑн тутисем чӗтрерӗҫ, пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Павел хытӑ ҫывӑрать. Ман атте ҫав вӑрҫӑра пулнӑ, ҫавӑнпа та эпӗ ун ҫинчен курнӑ-илтнӗ ҫын каласа панӑ тӑрӑх ҫырма пултаратӑп. — Бен, Бен, — мӑкӑртатса илчӗ Сильвер, — эсӗ маншӑн мӗнле штука туса хуни ҫинчен шутласа ҫеҫ пӑхмалла. Пӗр енчен ҫеҫ япӑх унӑн упӑшки, — шуйттан пӗлет-и, калама та чӗлхе ҫаврӑнмасть, — Инсаров юнлӑ сурать, тесе калаҫаҫҫӗ, — ку япӑх. Нина Капитоновнӑна кӗтрӗм эпӗ. Каҫ пулсан, негрсем яланах кухньӑра, вучах умӗнче, пуҫтарӑнаҫҫӗ те тухатмӑш карчӑксем ҫинчен калаҫма тытӑнаҫҫӗ; сӑмахӗ пуҫлансанах калаҫӑва Джим хутшӑнать: «Ара, тухатмӑшсем ҫинчен эсӗ мӗскер пӗлетӗн-ши?» — тет вӑл сӑмах пуҫаракана. Лиза раща сӗмне кӗнӗ. Мускат мӑйӑрри йывӑҫҫисен чӑтлӑхӗнче эпир доктора, Грэя тата Бен Ганна куртӑмӑр. Вӗсен мушкетисенчен тӗтӗм тухса тӑрать. — Турӑ ырӑ чӗреллӗ — эпӗ ӗненетӗп, хӑҫан та пулсан эпир курнӑҫӑпӑр вӗсемпе. 1930 ҫулхи ҫуркунне тата — питӗ васкавлӑ та хӑвӑрт килсе ҫитнӗскер — садсемпе айлӑмсенчи йывӑҫсем ҫине ҫав тери нумай шӑпчӑк илсе килсе тултарчӗ, хӑйсен шӑранса янӑракан юррисемпе вӗсем тӗттӗм ҫӗрлесен пушӑ шӑплӑхне ҫеҫ тултармаҫҫӗ, кӑнтӑр ҫутинче те ниепле лӑпланма пӗлмеҫҫӗ. Радуб ун патнелле ярса пусрӗ: — Эй, эсӗ, выртаканскер, кам пулатӑн? Аташса кайман-и Гаррис? Старике ҫывӑрмалли пӳлӗме ҫӗклесе кайса вырттарчӗҫ. Вӑл нумайччен лӑпкӑ, ҫирӗп сасӑпа амӑшне тем ҫинчен каларӗ. Мичо ун енне хӑй ҫӗнтерекен пек пулса пӑхса илчӗ. Ҫавӑнта мӗ пулса иртни маншӑн ӑнланмалла мар вӑрттӑн пулса юлчӗ. — Арӑм. Нумаййисен йышӗнчен тата ытларах уйӑрӑлса каясса кура тӑркачах, вӑл хирӗҫ кайма шутларӗ. Унӑн ҫав тери хаяр ҫилли ӑшра чӗрӗ япала пекех йӑшӑлтатать. Акӑлчансем тата вунӑ минутран кая юлмасӑр тӑван ҫӗршывне тухса кайма васкаҫҫӗ. (Пытармастӑп, карчӑк пирки ҫуралнӑ шухӑш самаях кӑмӑлсӑрлантарчӗ мана.) Вӑл Муромские йӗнер ҫине хӑпарса ларма пулӑшнӑ. Берестовӗ Муромские хӑй килне пыма чӗннӗ. Часах ун тавра крепоҫри халӑх пухӑнчӗ; вӑл никама та курмасть, лешсем калаҫкаларӗҫ-калаҫкаларӗҫ те сапаланчӗҫ, эпӗ такашӑн памалли укҫана ун ҫумне хума хушрӑм; Инсаров, пуҫне ҫӗклемесӗр, ун тӗлӗнчен иртсе кайма пуҫларӗ ӗнтӗ… Васютин Ленӑран мӗн те пулин ыйтсан, лешӗ ӑна питӗ кӗскен ответлесе пырать. Халӗ вӑл Европӑра, сире питӗ курасшӑн. Ҫав бюрократ хӑйне «шанса панӑ» облаҫӗнче, ҫынсене пинӗ-пинӗпе пӗтерсе тата хуласене вунни-вунипе ҫунтарса ярса, «йӗркепе лӑпкӑлӑх» туса иртернӗ хыҫҫӑн, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхать те, катара Америка курах каять, ку ҫӗршыв уншӑн, паллах, сахал паллӑ пулнӑ, унта темӗскерле халӑха пӑтратакан ирӗклӗхсем пур, патшалӑха урӑхла методсемпе тытса тӑраҫҫӗ, имӗш. Ҫаратрӗҫ пулсан — ан шарла, хӗнеҫҫӗ пулсан — тус, вӗлерчӗҫ пулсан — вырт. Чартков пурӑнакан пысӑках мар ҫуртӑн хуҫи Васильевски утравӑн вунпиллӗкмӗш линийӗнчи, Петербург енчи е Коломнӑн инҫетри кӗтесӗсенчи ҫуртсен хуҫисем евӗрлӗ ҫын пулнӑ. Жоржетта чарӑнчӗ те, пӑртак шухӑшлакаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, ӗҫе тытӑнчӗ: хӑйӗн пӗчӗк пӳрнисемпе чикмекӗн пӗр пускӑчӗнчен ҫирӗппӗн ярса тытрӗ (чикмеке хӑяккӑн тӑратнипе унӑн пускӑчӗсем решетке пекех), ура ҫине тӑрасшӑн пулчӗ вӑл, анчах урайне тӑсӑлса ӳкрӗ; унтан тата тепӗр хут тытӑнса пӑхрӗ — каллех персе анчӗ. Платформӑсем ҫинче пӗчӗк паровозсем тӑраҫҫӗ, рельссемпе шпалсем выртаҫҫӗ, — вӗсене поездпа килнӗ ҫынсем пушатаҫҫӗ. Вӑл пӗр-икӗ хут ярса пусрӗ те сулӑнса, йӑванса кайрӗ. — Мӗн ҫырать унта комиссар?» Кам калӗ эпӗ Еленӑна ҫаксене пӗтӗмпех ырӑ кӑмӑлпа пӗлтертӗм тесе? Питрен тетел пек ҫирӗп эрешмен карти ҫыпӑҫать. Яков Лукич Половцева аллинчен ярса тытрӗ: — Ваше… Христофор атте куҫне хӗссе лартрӗ, кӑштах шухӑшласа пырсан, ҫурма сасӑпа ҫапла каласа хучӗ: — Мӗн вӑл япала? Мӗнле хыр? Вӗсене хутпа хур тӗкӗ пырса пачӗҫ, король сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ, пуҫне айккалла пӑрса, тутине мӑкӑлтаттарса темӗн чӗркелеме тытӑнчӗ; унтан герцога хур тӗкӗ пачӗҫ. Ку аптрасах ӳкрӗ пулас. Кулленхи пекех вӗсене пурнӑҫ пӗр-пӗринчен уйӑрса янӑ. — Курас килмест! — ҫирӗппӗн ответленӗ Фома. Сергей пичӗ ҫинчен хаяр, ҫилӗллӗ сӑн ҫухалмарӗ. Ҫӑрттан мучи ассӑн сывласа илчӗ: — Кил хуҫин ӗҫ сахал пулать-и? — Иккӗмӗш, иртнӗ каҫ эпӗ ҫав ҫырӑвӑн ытти йӗркисене аса илтӗм… Ҫав тӗлтех ҫуркунне ҫитрӗ, юр ирӗлет, — ҫураки ҫинчен те, пахчасем ҫинчен те шутламалла. Туннель вӗҫӗмсӗр туратланать, хӗресленет — тарӑнрах та тарӑнрах. Санинӑн кӑкӑрӗ пӳлӗне-пӳлӗне ларчӗ. Эпӗ вӑл вӑхӑтра ҫав шӑтӑкпа ӑвӑсӑн хӑйсене уйрӑм талисман пуррине ӗненнӗ: мана вӗсем патӗнче нихӑҫан та кичем пулман. Ӑна стакан шыв е мӗн те пулин ҫимелли пырса паратӑн та: — «Ах, шывӗ шӑршланса кайнӑ! Ах, апачӗ йӳҫсе кайнӑ!» тет. — Ылмаштарар мар-и? «Тин вӗҫерӗнсе каяймӗ», — тесе мухтанса хӑй ӑссӗн каланӑ вӑл Микитене ӑшӑтасси ҫинчен. Ҫавна вӑл хӑй сутӑн илнӗ япалисемпе мухтаннӑ пекех мухтанса каланӑ. Чи лайӑх курӑк пулакан вырӑнсене сухаласа пӑрахасшӑн! — Вӑл вара? — Санечка, тупата! — терӗ вӑл. Электричество ҫуттин ялтӑркка пайӑркисем шыв фонтанӗпе пӗрлешсе, асамат кӗперӗн пур тӗслӗ уттисемпе выляса тӑраҫҫӗ. «Св. Мария» пленкин вӑхӑчӗ вара 1914-мӗш ҫулхи февральтех иртнӗ пулнӑ. Пулман. Пӳлӗмӗ пысӑк мар, унта сӗтел-пукансем ҫӑтах лартса тултарнӑ, пур япаласем те пӳлӗмре тымар янӑ пекех туйӑнать, анчах кашни япалах хӑйне уйрӑм пурнӑҫпа пурӑнать, вӗсем, стена ҫинчи ҫав тери илемлӗ висӗ картина пекех, хӑйсем ҫинчен мӗн те пулин пӗлтереҫҫӗ. Чӗрӗ ҫынсем масар ҫинче салхуллӑн, шарламасӑр тӑни темскерле хӑрушӑ япала пуласси ҫинчен систерчӗ, ҫавӑн пирки амӑшӗн чӗри кӑртах сиксе, тем пуласса кӗтме тытӑнчӗ. — Мӗншӗн кулатӑн эсӗ? — терӗ вӑл, пит-куҫне сулхӑнлатса. Мӗн шуйттана кирлӗ ҫак капӑрчӑк?» — шухӑшласа илчӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче. — Эпӗ хӑвӑрт наборласа хурӑп. Унтан вӑл турӑ вӗрентӗвне татах малалла калать, итлекенсем хӑшӗ нӑшӑклать, хӑшӗ йӗрет, хӑшӗ «аминь» ҫухӑрать. — Айӑпӑрсене йышӑннисем, сак ҫине ларӑр. Ҫылӑха кӗнипе асапланакансем те килӗр! (Аминь!) Чирлисем, хӗн куракансем, килӗр! Вара манӑн мӗн тумалла? Тухтӑр пурне те пакӑлтатса парасса кӗтсе ларас-и? Кам? — Эпӗ ӗнтӗ ахаль те унтах тӑрса ҫӗр каҫрӑм, кӑштах канам тесе кӑна килтӗм, — терӗ вӑл: — хӑвӑр тӗллӗнех кайса пӑхма пултараймӑр-ши? унта ман помощник Карц лейтенант пур, вӑл сире йӑлтах кӑтартма пултарать. «Макари» темӗн пысӑкӑш хумсен авӑрне питӗ йывӑррӑн ӳкет, ҫавӑнпа та кашни хутӗнчех унӑн сӑмси шыв айӗнчи рифсене ҫакланассӑн туйӑнать. Кайран вара хӑвна шуйттансем лайӑххӑн сӳччӗр, — ха-ха!.. Хӗрарӑмсем ун еннелле аякран пӳрнесем тӑса-тӑса кӑтартрӗҫ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче вӑл вӗҫӗмсӗрех хӑй хушаматне хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатса каланине илтрӗ. Карчӑк бидонне хулпуҫҫийӗ ҫинчен антарчӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ. Йывӑҫ тӗмисем хушшинчен пӗр лапсӑркка ҫӳҫ-пуҫлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ уксах старик тухрӗ. Аллине вӑл кукӑр хӗҫ тытнӑ. — Пӗлсех тӑрӑр, эсир пирӗн килте тӑван килӗрти пек пулмалла. Нина Капитоновнӑпа! Ирхине чир йывӑрланма пултарать. — Степка, яла чуп-ха, мужиксенчен сӗреке ыйт. Хресченсем лав патне чупса пычӗҫ. Кунта аукционӑн кирлӗ ҫыннисем, кашни кунах ирхи апат ҫиес вырӑнне унта ҫӳреме хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем нумай; кунта эпир хӑйсен коллекцийӗсене пуянлатасшӑн тӑрӑшакан тата вуникӗ сехетрен пуҫласа пӗр сехете ҫитиччен урӑх ӗҫ тупайман аристократсене куратпӑр, тата залра ытти ырӑ господасем те нумай; вӗсен платьисем кивӗ, кӗсйисем шӑтӑк, вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре кашни кунах пӗр тӗллевсӗр, мӗнле те пулин ӗҫ епле вӗҫленнине пӑхма, кам хаклӑрах, кам йӳнӗрех панине, кам кама ҫӗнтернине тата кама мӗн лекнине пӗлме кӑна пуҫтарӑнаҫҫӗ. «Ҫук, укҫа мар кунта, карьера та мар, — тесе шухӑшларам эпӗ малалла. — Хам та пӗлместӗп. Зеб Стумп вара телейсӗр ҫыннӑн йӗрне пӗчӗк юханшыв хӗррине ҫитичченех йӗрлесе кайнӑ. Ҫав ылханлӑ ача ӑҫта ҫӳренине пӗлместӗп, пӗлме те кӑмӑл тытмастӑп, пире ун ҫинчен аса илни те йӗрӗнтерет», терӗ вӑл. Лётчик та вӗсене хирӗҫ аллипе сулчӗ, анчах та вӑл ҫак пысӑк кӑвак ҫуртран часрах хӑпма тӑрӑшни, хӑй пӑлханнине пытарма пикенсе пит-куҫне чӳречесен тепӗр еннелле пӑрни палӑрчӗ. Вӑл чӗрӗ! — тесе кӑшкӑрать. — Берсенев та кунтаччӗ-и? Мана персе вӗлерчӗҫ, вӗсене ҫунтарса ярасшӑн. Юлашкинчен пӗр япала шухӑшласа кӑлартӑм: каям та ҫырса ярам ҫав ҫырӑва тетӗп хама хам, кайран курӑнӗ, кӗлтума пултаратӑп-и, ҫук-и? Шинель тӳмисене, гимнастеркипе аялти кӗпи ҫухисене туртса татса тӑкрӗ. Июль варринче Изот ҫухалчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ Еленӑна чӑрмантарман, вунултӑ ҫул тултарсан вӑл, пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех, хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫланӑ; вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе, анчах пӗччен пурӑнма тытӑннӑ. Ҫук, — тетӗп, — пурпӗрех начар пулатчӗ, санӑн чуну пурпӗрех пӑшӑрханатчӗ. Караван кирлӗ вырӑна ҫитнӗ чухне чӗрӗ юлнӑ мӗскӗнсене хӑшӗсене Куба е Мадагаскар утравӗсем ҫине, хӑшӗсене арабсен е тӗрӗксен Азири Мекка е Маскат провинцийӗсене сутаҫҫӗ. — Старик хӑй кӑмӑлне килӗшмелле вырӑн тупаймасть, пӗрехмай куҫса ҫӳрет. Кашни кун авланать, тепӗр ирхинех арӑмӗн пуҫне кастарать, ҫакна лӑпкӑн, пӗр кулянмасӑр тӑвать вӑл, ҫӑмарта ӑшалама хушать тейӗн. Паллах ӗнтӗ ҫав каҫхине ҫав хӗрарӑм ҫинчен сӑмах та хускатмарӑмӑр… Эпӗ халь хама ҫителӗклех витӗмлӗн каламарӑм тесе шутлатӑп пулсан? Чумандрин илсе килнӗ рис пӑттине ҫусӑрах васкавлӑн ҫикелесе, рислинг ятлӑ питӗ хӳхӗм эрех тултарнӑ стакана самантра ӳпӗнтернӗ хыҫҫӑн, Воропаев тинех хӑйне этемле туйма пуҫларӗ. Малалла, юлташсем! — Эс те ҫав, карамара! Сӑмах май каласан, Николай Антоныч хӑйпе пӗр тӑванӗ ҫинчен манпа ҫеҫ мар калаҫатчӗ. Ӑнланатӑр-и? Вӗҫӗ-хӗрри те курӑнман вӗсен: пӗрисем каҫса кайнӑ ҫӗре теприсем килсех тӑнӑ. Сапёрсем, вӗсем каҫса пӗтессе юлашки минутченех кӗтнӗ-мӗн те — кӗпере сиктерсе яма ӗлкӗреймен. Эпӗ ҫӳллӗ шӗшкӗ тӗмӗ айне выртрӑм, шӗшкӗ тӗмӗ тӗлӗнче ҫамрӑк та яштака вӗрене хӑйӗн ҫӑмӑл турачӗсене саркаласа тӑрать. Стариксем вара ӗҫе-ӗҫе каҫсах кайрӗҫ. Вӑл чӑрмантарма пултарнӑ чух, ҫак ӗҫе тума парать-и! Инҫетре — вӑрман ӑшӗнче — темӗнле кайӑк кӑшкӑрать, ӑна хирӗҫ тепри чӗнчӗ, таҫта улатакка таккама тапратрӗ. Сасартӑк вӑл пистолетне антарчӗ те, пир пек шуралса кайса, хӑйсен секунданчӗ енне ҫаврӑнчӗ. Паллӑ мар. Такам калать те пуль мана, атӑ ҫӗлекен пек ӗҫсе тултарнӑ тет пуль… Пурте пӗчӗккӗн пӑсӑлса пырать, тӑванӑм. Халӑх чир-чӗре пула тӑкӑнать те вилет. Ӑна калаҫма йывӑр пулчӗ пулмалла. Ҫавӑнпа та Ерофей Кузьмич, Квейс хӗснӗ пирки староста пулса тӑчӗ пулин те, хӑй ӑшӗнче урӑхла шут тытрӗ: ҫав службӑран пур майсемпе те пӑрӑнса юлма тӑрӑшас, терӗ вӑл. Ах, мӗн тери хӑрушӑ ку, — терӗ вӑл. Хӑй те питӗ ҫивӗч ачаччӗ, мӗн кирлине пурне те тӑватчӗ: утпа ут-вӗттин вӗҫтерсе пынӑ чух ҫӗртен ҫӗлӗк илмеллеччӗ-и е пӑшалпа пемеллеччӗ-и — пурне те пултаратчӗ. Табакшӑн тавтапуҫах. — Дантон, тӑшман Вандейӑра. — Эпӗ хам, эпӗ хам! — тесе кӑшкӑрса янӑ та хуҫа ачи, шӑнса хӗрелсе ларнӑ аллисене кӗсьерен кӑларса сивӗ чӗн тилхепене тытнӑ. Йӑлтах ӗҫке ярӑнчӗ! Унӑн пысӑк шурӑ аллине хальчченхи пекех чунтан юратса тата хисеплесе чуптӑватӑп, анчах халь ӗнтӗ ун ҫинчен шухӑшлама, вӑл мӗн тунине тишкӗрме хӑятӑп, вара ирӗксӗрех ман пуҫа хӑратса пӑрахакан шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ. Манӑн мӗнле хаклӑ ылттӑн черккесем пур, ҫӗр айне чавса хунӑ ылттӑн мӗн чухлӗ пур, йӑлтах паратӑп, ҫуртӑма, юлашки тумтирӗме сутатӑп та сирӗнпе ӗмӗрлӗхе контракт тӑватӑп, ку контракт тӑрӑх хам вӑрҫӑра тупнӑ мӗнпур пурлӑха сирӗнпе ҫурмалла туса пыратӑп!» «Пах-ха, мӗнле ҫынна миххе чиксе хунӑ! — терӗ ткач, хӑранипе каялла чакса. Ман ҫумра пирӗн хутсем тӑрса юлнӑ, Григорий Александрович… Хупаха, — йӗрӗнӳллӗн хушса хучӗ те вӑл, кучерӗ ҫинчен каланӑ пек, ун енне кӑштах тайӑлса илчӗ. Анчах лешӗ хускалмарӗ те: вӑл ӗлӗкхи майлӑскер, ҫӗнӗ шухӑшсене килӗштермен ҫын пулнӑ. Старик шухӑша кайрӗ те пайтахчен чӗнмесӗр ларчӗ, унтан хӑйпе хӑй калаҫа пуҫларӗ: — Каялла ӑсатас вӗсене — тӑкакӗ пысӑк, тата мӗн кӗтет вӗсене унта? — Акӑ, Прокофьич та шӑпах ҫитрӗ. Ун чухне пирӗн кил-ҫуртра нумай пурлӑх ҫуннине ку ялти ҫынсем пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ. Мана пулӑшма пӗр ҫын кирлӗ, кӑмрӑк та кирлӗ, тата колхозран мана мӗн чухлӗ тӳлемелле тӑваҫҫӗ? Турӑҫӑм, ан пӑрахсам манӑн пӗртен-пӗр хӗрӗме! — тесе пиллерӗ. Хӑйӗнчен ыйтнисене хирӗҫ ответлеме пӗтӗмпех те килӗшмерӗ. Джон Мангльс хӑй ҫине йывӑр шантарусем илет. Ӑна ҫара алӑпах илеймӗн! — терӗҫ. — Кунне пӗрер ӗҫ кунӗ нумай пулмӗ-и? Варвара сирень тӗмӗсем айне сарнӑ тӳшек ҫинче ҫывӑрать. Унан ӗҫӗ ҫак вырӑнтан пуҫланса каймалла. Эпӗ вара пачах урӑхла пуласса шантӑм. «Акварель» — вӑл лайӑх хӗр, тесе ӑнланатӑп эпӗ, «бордюр» — йӑлтах урӑхла, вӑл ҫапкаланчӑк хӗрарӑм, «антресоль» туни — вӑл шӑпах сан юратӑву пулать ӗнтӗ, Агафон, унпа эсӗ кӑштах ӑсран тайӑлнӑ тата ытти те. Джули хӑйӗн кӗпин вӑрӑм аркине хӑрах аллипе пухса пӳлӗмрен тухса кайсан, Джеймс алӑка питӗрчӗ те сӗтел патне пырса тӑчӗ. Курнӑ пулсан, хуҫа пирки апла калаҫмӑттӑн! — Мӗн шухӑшласаттӑрччӗ вара эсир?.. Апла пулсан, ку маскарад валли хам костюма хатӗрлес пулать. Ҫук, вӑрманта пурӑнса ирттернӗ хушӑра умри хӑрушлӑха туйма вӗреннӗскер, вӑл хӑй тӗллӗнех темрен асӑрханчӗ. Широкогоров старик — Воропаев тавҫӑрса илнӗ пекех, ку чӑнах та вӑл пулнӑ — кашни ыйту ҫинех пӗр хумханмасӑр ответлесе пырать; ыйтусем пӗтсен, вӑл — ыйту айне темшӗн хӑй аллине пусман именчӗк практиканткӑн записки ҫинче чарӑнса тӑрса, шкулта вӗренекенсемпе пионерсем эмел курӑкӗсем пухни ҫинчен калама пуҫларӗ, питӗ паха темиҫе цифра илсе кӑтӑртрӗ; ҫав цифрӑсем Воропаева тӗлӗнтерсе ячӗҫ. Ҫакӑнта, Ярцев темшӗн кӑмӑлласа суйласа илнӗ вӑрман хӳтлӗхӗнче темле вӑрттӑнлӑх пур пек. Андрей шухӑшӗпе кун пек вырӑнта тухатма е усал ӗҫсем тума ҫеҫ пулать. Андрей ӑнланса илчӗ, Ярцева вӑл кунта пӗр секундлӑха та хӑварма пултараймасть. Ку ҫеҫ мар, унпа пӗрле вӑл хӑй те юлма пултараймасть — хӑрушши те хӑрушӑ кунта, чуна та йӗклентерет. Аса илӳ пӗҫертсе илчӗ те сӳнчӗ, — пӗр ҫеккунтлӑх ҫеҫ тӑсӑлчӗ — Лось револьверне йӗнӗрен кӑларнӑ самантсенче. Амӑшӗ кулса илчӗ. Сцена ҫинче Голос курӑнса кайрӗ, ҫӳҫ-пуҫӗ пӗтӗмпе тӑраткаланса пӗтнӗ унӑн, пӑхма хӑрушӑ, хӑй намӑс курнипе те тарӑхать, ӑна конак терминчен илсе пынӑ сӑнчӑрпа тӑлланӑ. Старик ӑна хулӑн аллисемпе пуҫӗнчен тытрӗ, йӗпе мӑйӑхлӑ тутинчен виҫӗ хутчен чуптурӗ те макӑрса ячӗ. Пыйта та вилме йывӑр, мана та. Лозневой, хӑраса ӳкнӗ пек пулса, ывӑҫ тупанӗсемпе ҫӗре пускаласа, хӑвӑрт ура ҫине тӑма пуҫларӗ, вестовой ҫине тӑн-танла, ним ӑнланман пекле пӑхса илчӗ. Шухӑша кайнипе, Иван Павлыч епле кӗнине те илтеймерӗм эпӗ, вӑл хам умма пырса тӑрсан тин асӑрхарӑм. Эсӗ хӑвӑн сӑмахусемпе манӑн чӗрене ҫурса пӑрахрӑн, манӑн асаплӑ пурӑнӑҫӑм халӗ ӗнтӗ пушшех асаплӑ пулса тӑчӗ, ҫамрӑк ӗмӗрӗме тата ытларах шеллемелле пулса тӑчӗ, ӗнтӗ маншӑн вилӗм те пушшех хӑрушраххӑн туйӑнӗ, ӗнтӗ эпӗ сана, манӑн усал шӑпа, тата сана, таса турӑ амӑшӗ, — каҫар мана ҫылӑха кӗнӗшӗн, — вилес умӗн ытларах ӳпкелетӗн! Пур ҫӗрте те хаҫатсем. Вӑл повесть — пуҫсӑр юланут ҫинчен. Кунта ҫынсем килеҫҫӗ. — Пур. «Дункана» Туфольд бухтине чӗнсе килес пулать. Шӑнкӑртаттар хӑвӑртрах! Вӗсене хирӗҫ ӳсекен виҫҫӗмӗш турачӗ ахӑрашса ыткӑнакан юхӑм ҫийӗпе шыва перӗннӗ-перӗнмен пек тӑсӑлса тӑрать. Вӑл океана таҫта ҫити тӑсӑлса кӗрекен вӗҫлеке симӗс сӑмсах пек курӑнать. — Лармастӑр-и эсир? Николай Петрович ашшӗ-амӑшӗ пурӑннӑ вӑхӑтрах, вӗсем хытах кӳреннине пӑхмасӑр, хӑйӗн хваттер хуҫи пулнӑ Преполовенский чиновникӑн хӗрне, илемлӗ те вӗреннӗ хӗр тенӗскере, юратма ӗлкӗрнӗ. Ку хӗр журналсенчи «Наука» пайӗсен йывӑр статьисене вулама юратнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ вилсен траур вӑхӑчӗ иртсессӗнех, Николай Петрович ҫак хӗре качча илнӗ. Разметнов чӑлана питӗрсе илчӗ, вара хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Лукерья, итле мана: ӗҫме-ҫиме сире парӑпӑр, кӗтесре. алӑкран сулахайра, тӗрлӗ япала тумалли савӑт пур. — Ытлашши нумай! Ҫав сӑмаха ман анне мӗнле тата хӑсан каланине астуса илсе, эпӗ ирӗксӗрех аҫа ҫури ҫумӗнчен аяккалларах сикрӗм, вӑл йӑл кулкаласа ыйтрӗ: — Эсир ҫапла шухӑшламастӑр-им? Юлашки вӑхӑтченех ҫав ӗҫпе ӗҫлерӗм. — Миҫе уйӑха ҫитрӗ тетӗн-ха? — ыйтрӗ Павел Петрович. — Ҫаплах! Мӗн ун ҫине пӑхмалла? — Вӗсем кунта мана хама та, ҫынсене те — эпӗ ӑслӑ, тесе ӗнентерме тӑрӑшаҫҫӗ; ҫакна вӗсем паллах, обителе усӑ кӳме, ҫынсене ытларах илӗртсе килме тӑваҫҫӗ. — Доле. — Каях киле, анчах малашне хӑвӑлсенчен хӑмла ҫырли ан вӑрла, — терӗ Кирила Петрович. Ывӑл ун ҫинчен пӗлсен, пит пулать те-ха мана». Максим Максимыч!.. — Вӑл суйрӗ пулӗ? — иккӗленсе ыйтрӗ Сергей. — Акӑлчан, — терӗ леш, шухӑшласа тӑмасӑр, мӗншӗн тесен акӑлчан пулсан, ылмашӑнма ҫӑмӑлтарах пулассине Гленарван аванах ӑнланать. Тем амакӗ ӗнтӗ ку!» — ӑнланмарӗ Давыдов, унтан, ку тӗлӗк маррине ӗненес тесе, аллипе сулхӑн катанпире тӗкӗнсе пӑхрӗ. Вокзал аякка, сылтӑма юлчӗ. Пӗрремӗш номера кӑларма юрамасть. Кӑткӑ йӑвине кӗрсенех, чи малтан ҫулҫӳревҫӗсем ӑна пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. — Ҫынсем акӑ партие кӗреҫҫӗ, ун ҫумӗнче мар, унта хӑйӗнче пурӑнасшӑн, хурлӑха та; савӑнӑҫа та унпа пӗрле пайласшӑн, — пуҫларӗ Шалый янравлӑ мар хулӑн сасӑпа, тухарах тӑракан хура куҫне Яков Лукич ҫинчен вӗҫертмесӗр. Давыдов ҫине кунсӑр пуҫне те тем чухлӗ пысӑк е пӗчӗк ӗҫ тиенчӗ, кашни ӗҫшӗн вара хыпса ҫунмалла, кашнине тимлесе тумалла. Вӑл хупӑ сасӑсене илтрӗ: ку — чан сассисем. Йытӑ вӑрҫи вӗсене нимӗнрен те ытларах хаваслантарать. Тепӗр чухне ҫак ҫынсем, киленӗҫ ытларах пултӑр тесе, пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк йытта скипидар сӗрсе вут тивертсе яраҫҫӗ, хӳри ҫине шӑвӑҫ татӑкӗ ҫакаҫҫӗ, мӗскӗн йытӑ вара, ниҫта кайса кӗреймесӗр, чунӗ тухичченех. — Эпӗ шӳт тӑвас, сире хӑратас терӗм кӑна, урӑх нимӗн те мар! — Ҫапла, — терӗ Инсаров сиввӗн те шӑппӑн. Эпӗ сывлӑша та ҫавӑраймастӑп. «А хӑтланса пӑхас?» — терӗ виҫҫӗмӗшӗ, ытти икӗ жичӗ ҫине хӑравҫӑллӑн пӑхкаласа. Акӑ — ху та куратӑн: эпӗ авланни… пӗр тӑватӑ ҫул анчах… халех ак — лерелле пӑхатӑп. Капитан шӳт тума тытӑнчӗ, полковникрен эрех ыйтса ӗҫме те хӑюллӑхӗ ҫитрӗ ун, кун пек чух ӗҫмесӗр май килес ҫук, хӑюллӑрах пулас пулать терӗ вӑл. Отречемся от старого мира… — илтӗнсе кайрӗ Федя Мазин янӑравлӑ сасӑпа пуҫланӑ юрӑ, вара ҫавӑнтах вуншар сасӑ ӑна вӑйлӑ хум пек ҫӗклентерсе ячӗ: Отрясем его прах с наших ног!.. Вӑл, совет ҫарӗсен укрепленийӗсене атакӑласа, «Курская дуга»-ри хӑйсене вилӗм кӳмелли ҫапӑҫӑва пуҫланӑ. Ой, пӗтрӗм-ҫке эпӗ!..» — тесе ҫухӑрса ярать. Вӑл, вӗсене вӑхӑт ҫитиччен бунт ҫӗклентересшӗн мар, вӑйран сулӑниччен ӳкӗтлет. Эпӗ ӑна хӑйӗн ҫыннисене кирлӗ таран калаҫса ҫавӑрма май пама сӗнетӗп. — Эпӗ ӑна шанмастӑп. «Вырт», тесе приказ параҫҫӗ пулсан, — выртас пулать. Пӳлӗмре пуррисем вара ҫийӗнчех чӳречесемпе алӑксем патнелле вирхӗнчӗҫ. Тӑнран тухаслах ҫари! те ҫари! ҫухӑрашрӗҫ хӗрарӑмсем. Арҫынсем пӗрне-пӗри тӗке-тӗке ячӗҫ. Пысӑклансан, ӗҫсе ҫӳрекенсем ан пулччӑр тетӗп вӗсене, — тет. Ҫӗлӗк тӑхӑннӑ вӑхӑтра штабс-капитан ман пӳлӗме пырса кӗчӗ; вӑл ҫула кайма хатӗрленмест пулас: темӗнле ирӗксӗрленнӗ пек те сиввӗн пӑхать. Виҫӗ казак пурнӑҫне илчӗ, халӗ тӑваттӑмӗшне шырать, анчах кӑмӑл тӑваканах ҫук, качча илме хӑраҫҫӗ ӑна, ун пек инке вӗлерсех пӑрахать! — терӗ Дубцов. — Ӑнлантӑн-и? Джемма пукан ҫине ларчӗ те, калама ҫук илемлӗ ача пуҫӗ ҫине хӑйӗн куҫӗ умне чӑн-чӑн Артур сӑнарӗ тухса тӑричченех тинкерсе пӑхрӗ. Декабрӗн 18-мӗш кунӗнче «Дункан», чӑн-чӑн паруслӑ судно пек, мӗнпур парусӗсене тӑратса пыраканскер, Свидания ятлӑ бухтӑн ҫыранӗсен ҫывӑхӗпе иртрӗ. Кунта, Кӑнтӑр Австралинчи чи пысӑк Мёррей шывне тупнӑ хыҫҫӑн, 1828 ҫулта Штурт ятлӑ ҫӳревҫӗ килсе ҫакланнӑ. Анчах ку бухтӑн ҫыранӗсем Кенгуру утравӗн курӑксемпе ашкӑнса ӳсекен ҫыран хӗррисем пулман. Кунта пӗтӗмӗшпех урӑх сӑн-сӑпат, пур ҫӗрте те пушӑ ҫӗр выртать. Сестра тӳрленсе тӑчӗ те куҫҫулӗпе тулнӑ куҫӗсемпе ун ҫине ҫав тери ыйтуллӑн пӑхрӗ. Вӑл шухӑшӗсен ҫиппине ҫухатначчӗ те, йӗркипе шутлама хӑнӑхманскер, ӑна ҫийӗнчех шыраса та тупаймарӗ. Хулпуҫҫисем, алӑсем, урасем ҫинче — пур ҫӗрте те. Старик закона хирӗҫ ӗҫ тӑвать. Майор Одесса урлӑ Львов таврашнелле ҫул тытать. — Тӑвасшӑнччӗ ӗнтӗ… — Ӳсӗрӗлчӗк! Пирӗн ҫӗршыври халӑхран пӗр сослови хӑйӗн ҫыннисене тӗрлӗ чирсенчен сыватса пурӑнни ҫинчен каласа пани те ҫителӗклӗ пулӗ тесе шутлатӑп. Давыдов ура ҫине тӑчӗ, ҫӗнтернӗ ҫынна алӑ тӑсса пачӗ, анчах лешӗ сӳтӗлсе кайнӑ пружина пекех вӑшт сиксе тӑчӗ те ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ: — Силле-ха пылчӑка! Ҫывӑхра никам та ҫук. Сасартӑк капитан пит тӗлӗнсе кайнӑ: вӑл юланутпа ҫывхарса килекен ҫынна курах каять. Вӑл халӗ те этем хӑлхи тӳсме пултаракан чи пысӑк виҫене ҫитрӗ. — Мӗн тата? Анчах ҫак хваттерте пурӑннипе пӗрер доллар упратпӑр та, вӑл та пулин пире самай ҫӑмӑллӑх кӳрет, тата, кунта ирӗкрех те. Кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ вӑл, унтан, шухӑша путса, ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗ: — Акӑ вара, ҫав тӗлӗк хыҫҫӑн, ирхине, манӑн сире курас килсе кайрӗ. Ирӗклӗх, пӗртанлӑх, тӑванлӑх текен ҫӗнӗ сӑмахсене ҫӑтса ярас пек итлеҫҫӗ. Хӑйсене укҫа сӗннине, йӑпӑлтатса чеелӗхпе ырланине пӗр-пӗр партин интересӗшӗн анчах тӑрӑшассине ялан хирӗҫ тӑмашкӑн вӗсем ҫав териех никама пӑхӑнман, кӑмӑл туртни хыҫҫӑн кайман тата мула юратман ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсем-ши? Атту эсӗ ыттисем ҫине ҫатан ҫинчи автан пек авӑтатӑн, хӑв ҫинчен шарламастӑн, чее шуйттан! — Асӑрханусӑрлӑх пурне те пӗтерме пултарать. — Ытлашши нимех те мар, — тавӑрчӗ йӗкӗт хуйхӑллӑн. Ҫак шухӑш нихҫан та сан пуҫна кӗмен-и вара? Хасан, Халхингол, ҫурҫӗр Финлянди пурнӑҫӑн пӗтӗм сӑнарӗпе мар — ытларах юлташсен ячӗсемпе, ҫапӑҫу операцийӗсемпе асра юлнӑ. Ку мӗскер иккенне пӗлес тесе, эпӗ ун патне йӑпшӑнса пытӑм та чӑнкӑ анакан ҫыран хӗрринчи курак ҫине тӑсӑлса выртрӑм. — Ют ҫӗршыв сӑмахӗсем сана, мучи, вилнӗ ҫынна ип-сил кирлӗ пекех кирлӗ. Хӗр ура ҫине сиксе тӑчӗ, унӑн шурса кӑвакарса кайнӑ питне хӗрлӗ сӑн ҫапрӗ, вӑл, макӑрса ярас пекех хӗрелсе кайнӑскер, Алексей ҫине пӑхмасӑрах, унран каҫару ыйтрӗ: — Эпӗ сире ыраттармарӑм-и? — Акӑ ӗнтӗ! — терӗ вӑл пуҫне ҫӗклесе, кула-кула. Кирек хӑҫан та чи ачалла меслет суйласа илетӗн. Эсир курасчӗ: вӑл лаша ҫинче епле ларать, йӑлт арҫын пекех. «Правдӑна» манӑн пурпӗрех кӗмеллеччӗ-ха, хам тухса каяс умӗн вӗсене парса хӑварма пулнӑ статьяна хӑвармаллаччӗ. Хӑраса ӳкрӗн пулать?!» — тет. Павка унтан хӑракалать. Дик хӑйсен вӑйне шута илчӗ. Кунта пысӑк та пӗчӗк саспаллисем ҫырнӑ кубиксем кӑна мар, цифра ҫырнисем те пурччӗ — ҫапла вара, ҫак вӑйӑ вулама ҫеҫ мар, шут йӗркипе вӗренме те пулӑшатчӗ. Каникул вӑхӑчӗ пӗтесси ҫывхарнӑ, анчах Монтанелли ҫаплах: «Ыран, ыран», тесе пурӑннӑ. Хӑш пӗлӗт ӑҫталла каяссине Карл Иваныч яланах пӗлсе тӑрать; вӑл: ку пӗлӗт Масловка еннелле каять, ҫумӑр пулмасть, ҫанталӑк питӗ лайӑх тӑмалла, тесе пӗлтерчӗ. Еткерлӗхшӗн сутлашакан виҫӗ пӗртӑван ҫывхарнӑ унтан Соломон тронӗ патне. Ҫӗр ҫинчен сӑнаса пӗлнӗ даннӑйсем тӑрӑх тата агентурнӑй пӗлтерӳсем ҫирӗплетсе панипе ҫакӑн пек вывод тума май панӑ: нимӗҫсен командованийӗ, совет танкӗсем «Курская дуга» пуҫланнӑ ҫӗрте прорыв тунипе пулса тӑнӑ хӑрушлӑха тивӗҫлипе хакласа, кунта «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадрӑна чӗнсе илнӗ. — Мӗншӗн пултараймарӑн? … — Любавка! — тенӗ пӗрре Маякин, биржӑран таврӑнса, — паян каҫхине хатӗрленсе тӑр — каччӑ илсе килетӗп! Ҫирӗп гранит чулӗ витӗр тарпа ҫӗмӗрсе ватса, хамӑр валли ҫул хывмалли самант ҫывхарса килет. Унӑн Лизӑпа тавлашас шухӑш пӗртте ҫук, ҫавӑнпа вӑл сӑмаха урӑх япала ҫине куҫарма тӑрӑшрӗ. Анчах та Михайла мучи ҫунашкана ҫӗр айӗнчи ял варринче ларакан хӑйӗн ҫӗрпӳрчӗ патнех туртса кайрӗ. …Алексей астӑвать: тӑвӑр та тӗттӗм ҫӗр шӑтӑкӗнче выртать вӑл; стена ҫумне чиксе лартнӑ хӑйӑ ҫатӑртатса, хӗлхем тӑкса ҫунать. — Самайлантӑн эппин? «Ҫапла, — терӗ вал чунӗ тӑвӑлса ҫитнипе, — манӑн талант пулнӑ. Пур ҫӗрте те, пурин ҫинче те унӑн йӗрӗсем, унӑн паллисем курӑнаҫҫӗ…» Таврара темле, ӑнланмалла мар шӑплӑх тӑрать. Цикадӑсем кана сасӑ кӑлараҫҫӗ, вӗсем чарӑна пӗлми те яланах пӗр пек ҫатӑртатнине пула хӑлха янӑранӑ евӗр туйӑнать. — Хам ҫине тата сирӗн ҫине. Анчах хӑвӑрпа пӗрле пуртӑ илӗр, кӑткӑ йӑвин тӑрри шыв айӗнчен тухса тӑрать пулсан, ӑна пуртӑпа шӑтарма тытӑнӑр. — Ой, кураймастӑп вӗсене! Эпӗ пурне те пӗлетӗп, эпӗ сире тӗпӗ-йӗрӗпех каласа парӑп. Вӑл ӗнтӗ малалла вӗҫсе иртсе кайрӗ, эсир ӑна Рио-Гранден ку енче хӑваласа ҫитес ҫук пулӗ. Мана кунта вӑл та, урӑххи те тупаймӗ…»; ху вара вӗҫнелле шӗвӗрӗлсе пыракан тунасем ҫинчен икӗ алӑпа харӑс сылтӑмран та, сулахайран та ҫырласем татса, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне киленсе ҫӑтатӑн. — Ман кунта тирпейлемен-ха! — пӗтӗмпех турӑш та чечек чӳлмекӗ лартса тултарнӑ пӗчӗк пӑчӑ зала кӗрсен каларӗ вӑл. Тутар хӗрарӑмӗ каялла тухрӗ те ӑна кӗме хушрӗ. Полковник ун ҫине тимлӗн пӑхса, хӑнӑхнӑ куҫпа Артурӑн аллисем чӗтреннине те, тутисем сикнине те, йӗпеннӗ ҫӳҫне те, куҫӗсем салху пӑхнине те — ывӑнса ҫитнипе вӑйсӑрланнине тата нервӑсем ҫемҫелнине кӑтартакан мӗнпур паллӑсене пурне те сӑнарӗ. Ҫапла мӗнпур эксплуататорлӑ классем йӑлтах тӗп пулчӗҫ. — Ҫав тери туртма юратаканскер вӑл, Мэри. Чӳрече витӗр фабрика тӑрринелле, ҫинҫе труба пӑс кӑларса тултарнӑ ҫӗре, ӗҫ кӗрлевӗ илтӗннӗ еннелле кӑтартса, Петр, ҫемҫен калаҫма тӑрӑшса, ӗнентерӳллӗн:— Акӑ хашкать вӑл, истори! Любовь савӑннипе ӗсӗклесе янӑ. — Унта ҫӗр ирттерме пулмасть-ши? Унта-кунта выртакан Вестмански утравӗсем тинӗс ҫине такам чулсем акса сапаласа пӑрахнӑ пекех курӑнаҫҫӗ. — Пуплевне пӗтӗмӗшпех кала эс. — Эсӗ-и-ха вӑл тӑр-пӗччен те хӳтлӗхсӗрри? — шанмасӑр ыйтрӗ Ольга. Ҫӗрле вӗсен сулли ҫухалнӑ, ӑна пӗр-пӗр шыв юхӑмӗ ӑнсӑртран шыв тулса килнипе юхтарса кайнӑ пулас. Начар вӗренетӗн тенипе килӗшместӗп эпӗ. Паганель, куҫ пӑвса лартнӑ пек, нумайччен хускалмасӑр тӑчӗ. Пӗр кӗввин вӗҫне тухсан, юрӑ сасси лӑпланчӗ, вара каллех шӑплӑх пуҫланчӗ. Павел часах ҫывӑрса кайрӗ, Федор вӑрахчен табак туртса выртрӗ. Икӗ лайӑх лаша тата урапа кирлӗ пулать. Ку вӑл ҫурҫӗр илемӗпе кӑнтӑр илемне пӗрлештерсе тӑракан ытарма ҫук сӑн, ҫут тӗнчере сайра тӗл пулакан бриллиант пулнӑ. — Мӗн тума пӗлнӗ вара вӑл? — кӑсӑклантӑм эпӗ. Ҫак эпӗ шухӑшланӑ ӗҫе тума кун пек лайӑх ҫӗрлехи каҫран урӑххи пуласси ҫинчен шутлама та йывӑр. Аллисем унӑн ҫинҫе, шупка-хӗрлӗ, вӑрӑм пӳрнеллӗ, урисем те ҫинҫе; вӑл кӑштах малалла ӳпӗнсе хӑвӑрт, ыткӑнса чупнӑ пекех, утса ҫӳрет. — Ҫын тетӗн-и?! Джули тарҫи алӑка уҫрӗ те унӑн чул пекех хытса ларнӑ салху сӑн-питне курсан йӑл кулса илчӗ. Халӗ, хӑй ҫинчен калаҫма пӑрахсан, Ежов йӑлтах урӑхла тонпа, лӑпкӑраххӑн сӑмахлама пуҫланӑ. Ҫавӑн пирки упӑшки, унран тӗлӗнсе, кӳренӳллӗн ыйтнӑ: — Сан умӑнта ҫынна вӗлерес пулсан, ун чухне мӗн тӑвӑттӑн-ши эсӗ? Ҫак пур япаласем ун чухнехи йывӑр вӑхӑтсенче хӗр салтаксемшӗн мӗн тери хаклӑ пулнине Алексей пӗлнӗ. Тӗллӗн-тӗллӗн ҫӗр питех те нӳрлӗ: тепӗр ҫӗрте вӗсем шыв тӑрӑхах утаҫҫӗ. — Ҫапла. Кайӑксем хӑйсен чеелӗхӗпе мана култараҫҫӗ: ҫутӑ кӑвак кӑсӑя тапӑна тӗпӗ-йӗрӗпе пӑхса ҫавӑрӑнчӗ, унта хӑйӗн мӗнтен шикленмеллине ӑнланса илчӗ те аяккинчен пырса тӑрса, решетке патакӗсен хушшисем витӗр вӑрра ним шикленмесӗр вӑр-вар туртать. Анчах вӗҫекенсемшӗн ҫӳлелле улӑхнӑҫемӗн сивӗрен те сивӗ сывлӑш тӗл пулать пулсан, пире тепӗр тӗрлӗ ӑшӑран та ӑшӑ ӳссе пыни палӑрать. Ҫапла эпӗ нумайччен лартӑм, ним ҫинчен те шухӑшламарӑм та, аса та илмерӗм. Вара ман ума хӑй тӗллӗнех татса памалла мар ыйту тухса тӑратчӗ: — Мӗне кирлӗ ҫаксем пурте? Вӑл Гленарвана экспедици валли маттуртарах матроссене татах илме каларӗ. Ку сӑмах ҫинче вӗриленсех хистерӗ Айртон, ҫавӑнпа та майорӑн иккӗленсе тӑрасси пулмалла та мар пек туйӑнчӗ. Эпӗ палламан пӗчӗк те уксак мужик, кулӑшла ташлакаласа, ӑнран тухса каяс пекех кӑшкӑрчӗ: — Аякран кирпӗчсемпе перӗр! Мӗнешкел ҫынсем пулнӑ вӗсем, мӗнешкел хӑрушӑ вӑй-хӑват вӗсенче! Ӑна приказ параҫҫӗ: пер, вӑл тытать те перет, — кама, мӗншӗн? Носилкӑна эвкалипт тураттисенчен туса курӑкпа сарса ҫемҫетрӗҫ. Мюльредин ирӗксӗрех выртмалла пулчӗ. Ывӑлӗ яланлӑхах темле вӑрттӑн та хӑрушӑ ӗҫе парӑннине чӗрипе ӑнланса илчӗ амӑш. Паллах, эпир ҫыранран ытла инҫех кайман. Хыт хура ҫинче акӑш пек ишсе пырать. Вӑл хӑрас картран тухнӑ ӗнтӗ. Эпӗ халех пыратӑп. Ырантан тепӗр кунне эпӗ чирленӗ пек пулатӑп та кӗтӳҫӗ хӳшшине кӗрсе выртатӑп. Анчах Динго хаярланса мар, йынӑшса чупкаласа ҫӳренине курчӗ. — Тьфу, шуйттан! — пӑшӑрханса ӳкрӗ Возняков. Весовщиков, хӑйӗн планӗ ҫинчен каласа, амӑшӗн пичӗ умӗнче аллисемпе сулкаларӗ, унӑн сӑмахӗ тӑрӑх пӗтӗмпех ҫӑмӑл, уҫӑмлӑ, пит ӑста пулса тухать. — Эпӗ поэт пулнӑ пулсан, урӑх сюжетсем илнӗ пулӑттӑм. — Ҫерҫине шалккӑ. Ҫав шуйттан тӑхлачи мӗнпур хӗрарӑм хушшинче власть, лешсем ӗнтӗ, ухмах пек, пурте ун хыҫҫӑн каяҫҫӗ. Ҫӗр ҫӑтманскер! Тьфу, шуйттан вӑрлӑхӗ! Крепоҫран ултӑ ҫухрӑмалла пӗр мирной княҫ пурӑнатчӗ. Ман сӑмахсем ӑна савӑнтарсах ячӗҫ: вӑл уҫҫӑн кулса ман алла чӑмӑртарӗ те, хӑй тепӗр кунран пӗр виҫӗ эрнелӗхе тухса каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, унтан таврӑнсан мана ӑҫта тата епле тӗл пуласси ҫинчен систерме пулчӗ. Анчах кунта ун ачисем мӗншӗн айӑплӑ? Е ҫынсем кансӗрлеҫҫӗ, е урӑх пӗр-пӗр сӑлтав ӑна персе ӳкерме памасть. Пичӗ унӑн тарпа витӗннӗ. Ҫавӑн пек калаҫнисем пурте ман ӑша темшӗн вӑркаттарса, мана яланах хумхантарса тӑратчӗҫ. Княгиня кӗчӗ; зал ӗлӗкхи пекех пӗчӗкҫӗ типшӗм хӗрарӑм, куҫӗсем ун ҫав-ҫавах йӑрӑ, пӗринпе калаҫнӑ чухне ыттисем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхас йӑлине те пӑрахман. Темиҫе пӑхӑр укҫашӑн хӗрарӑм «ӑмӑрткайӑка» кирлӗ мар ҫӗтӗк-ҫурӑка ҫеҫ те мар, час-часах упӑшкин кӗпине те, хӑйӗн йӑрӑм-йӑрӑм юбкине те парса ярать. Хӑй пӗлсе тӑракан ҫак туйӑмсенче ҫамрӑк офицершӑн кӳренмелли ахаль те ҫителӗклӗччӗ, рота командирӗ — Слива капитан вара вӗсене пушшех ҫивӗчлетме те эрлӗклӗрех тума тата ӑстарахчӗ. Унӑн юратӑвӗ хурлӑхлӑ пулнӑ: хӑй суйласа илнӗ ҫынпа вӑл текех кулман, шӳт туман, ун ҫине ӑнланмасӑр пӑхнӑ, ӑна ӑнланмасӑр итленӗ. Эпӗ нимӗн шухӑшсӑр (е канӑҫсӑр-и) хам чаплӑхпа киленсе пурӑнаттӑм. Пӗрре пирӗн полка пуян та чаплӑ ятлӑ ҫамрӑк ҫын (ун ятне калас килмест) пырса вырнаҫрӗ. Тыткӑнрисем пулман. Эпӗ Изот ҫине пӑхса шухӑшласа лартӑм. — Каронинпа Златовратский калавсене ҫакӑн пек мужиксем ҫине пӑхса ҫыраҫҫӗ пуль ӗнтӗ… Черняк крыльца ҫине тухсан, эсаула кӑмӑллӑн каларӗ: — Юрать кунта кӗрсе пӑхрӑмӑр. Анчах вӗсене тискер жандармсем ярса тытнӑ, пӗрне хӗне-хӗне вӗлерсех пӑрахнӑ, тепӗрне асаплантарса тӗпчеме тытӑннӑ. Йывӑҫсемпе чулсем сывлӑшра вӗҫеҫҫӗ; аслати кӗрлевӗнчен хытӑрах — Магацитлсен сассисем янӑраҫҫӗ, — вӗсем вӗрӳ-сурупа усӑ кураҫҫӗ. Аолӑсем юр ҫил-тӑманӗ вӑхӑтӗнче курӑк пӗтнӗн вилеҫҫӗ. (Вӑл французла начар калаҫать пулсан та, вӑтанмасть — ку мана килӗшет.) — Эпӗ пурне те илтрӗм. Хӗвел ҫӳлте тӑрать пулин те кун каҫ еннелле сулӑнать. — Тӑр, — терӗ старик. Факт! — Чӑнах та… питӗ савӑк! — терӗ вӑл, ман еннелле ҫаврӑнса, унӑн сӑнӗ уҫӑмлӑ ырӑ пулнӑран эпӗ хӑрама пӑрахрӑм. Пӗр минутлӑха мана та шанчӑк кӗчӗ, анчах пӗр минутлӑха ҫеҫ, мӗншӗн тесен пичче часах ҫапла каласа ӑнлантарса пачӗ: — Эсӗ тӗттӗм тени манӑн ӗҫе ҫутатса парать. Тарӑхнипе тата ыратнипе эпӗ нӑйкӑшса илтӗм те каллех хӑтӑлма хӑтланса пӑхрӑм. Вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл наукӑсен Академийӗн Ленинградри пӗр институтӗнче директорӑн хуҫалӑх енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулнӑ имӗш. Ҫав ҫыран ҫинчен панночка шыва сикнӗ. Вӑл темшӗн тӑруках савӑнма пӑрахрӗ те:— Мӗншӗн эсӗ манран ҫапла ыйтма шутларӑн? — тет. Кам камӑн умӗнче айӑплӑ, ӑна пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет… Ҫавӑн чухнех-и, ӳлӗмрен-и, вӑл ӑна пур пӗрех пӑрахнӑ пулӗччӗ-ҫке. — Вал мӗн тет? — Том, эпӗ кайӑттӑм луччӗ. Акӑ барыня мӗншӗн юрлать… кӑна атте турӑ ҫеҫ пӗлет… юрлать вара вӑл — халех вырт та вил! Тапӑнакансен умӗнче стенана минӑпа сирпӗтнипе ҫӳлтен те, аялтан та, айккисенчен те шӑлланса юлнӑ тӗпсӗр хура шӑтӑк уҫӑлса тӑнӑ. — Эпӗ кунта Жухрай матросӑн юлмалла тесе шухӑшлатӑп, — терӗ Ермаченко, сӗтел патнелле пырса. Кур ӗнтӗ, мӗнле пурне те пит пӗлесшӗн ҫунакан ача вӑл! Ку студентпа ун хушшинчи мӗнпур ҫыхӑнусенче ҫав мӑнаҫлӑ туйӑм палӑрсах тӑрать: «Акӑ, курӑр, маншӑн пурпӗрех; эсир кирек кам пулсан та, маншӑн пурте пӗр тан; эпӗ ӑна юрататӑп, эппин вӑл та аванскер». Хам пулсан, кирек мӗн тусан та, ҫакӑнта ҫапӑҫаттӑмах… — Эсир мӗн пӑшӑлтататӑр унта? — ыйтрӗ Павел. Такамӑн ҫирӗп алли амӑшӗн пӳрнисене пӑчӑртаса лартрӗ, такам хӗрӳллӗн калаҫма тытӑнчӗ: — Сирӗн ывӑлӑр пирӗншӗн пуриншӗн те хастарлӑх кӑтартаканӗ пулса тӑрӗ… Хӑш-пӗр каҫсенче вӑл, сасартӑк сиксе вӑранса, тӑрса ларнӑ, чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе сӗмлӗхе сӑнаса, каҫхи шӑплӑха нумайччен тинкерсе итленӗ. Вӗлернисем республиканецсем, шӑпах паян кӑна Эрб-ан-Пайль ферминче гарнизонпа тӑнӑ Париж батальонӗн ҫирӗп те хавас салтакӗсем иккен. — Бретань акӑлчансене Парижа кӗме ҫул уҫса парать. — Эсир ҫӗнӗ хыпарсене пӗлместӗр эппин? — Пӑрах, тетӗп, унсӑр тухмастпӑр, таратпӑр кунтан! — Ҫапла каларӗ те, мӗнле хӑвӑрт тухнӑ, ҫавӑн пекех хӑвӑрт куҫран ҫухалчӗ. — Турӑ сӑмахне, ырӑ ҫынсем! — Хӑй айӑплӑ, — терӗ те Варвара, ура ҫине тӑрса, карӑнса илчӗ. Эпӗ пӗлетӗп: лаши ӑҫта, мистер Генри те ҫавӑнтах. Егорушка вара ҫаплах-ха ниепле те ӑшӑнса ҫитеймест. Темле ӑнлантарса парас ӗнтӗ ҫакна: эпӗ пӗр минутрах хама та ӑна та курнӑ пек пултӑм: хама ӗнтӗ юнлӑ пит-куҫлӑ, йывӑр алӑпа ванса пӗтен самолетӑн рульне тытса пынӑ пек туяттӑм. — Тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм! — терӗ Егор, ассӑн сывласа илсе. Ҫакӑн пек ытла ир ун патне хаклӑ хӑна ҫеҫ пыма пултарасса лайӑх ӑнкарать вӑл. Ӗнтӗ ним каламалли те ҫук, вӑл сана хӗрхенчӗ: аманнӑ уру ҫине пуссан эсӗ ытла асапланнӑ пек пултӑн. — Ах, мур илесшӗ! Пирӗн вӑхӑт ҫук, ачам… Ҫуна пуҫӗ ҫиле картласа тӑнӑ. Батарея командирӗ те тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ эпӗ хӑравҫӑ иккенне, ҫавӑнпа вӑл мана юриех тӗртсе илет пулас, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Сулхӑн… Тата час тӗттӗм те пулать… Эпӗ тав турӑм, хисеплӗн пуҫ тайрӑм та тухса кайрӑм. — Эпӗ ӑна аванах пӗлетӗп. Вӑл ман кӑмӑла каять. Яланхи пекех, ҫуркунне чӗресене ҫемҫетнӗ, тӗрле ӗмӗтсем ҫуратнӑ. Анчах халӗ хӑрушлӑх хыҫранах пырать. Хӗвел чылай ҫӳлте-ха, анчах пичеври вӑкӑрӑн йӑптӑх ҫӑмӗ тарпа исленсе тӗксӗмлене пуҫларӗ… Вӑл урин пысӑк пӳрнисемпе тикӗс мар чулсенчен ҫаклаткаласа аллисемпе кармашрӗ, чӗркуҫҫийӗсемпе ҫурӑкӑн айккисене тӗренчӗ. — Куратна акӑ, Петр Андреич, ӗҫке чупни епле вӑл. Унтан вӑл ӑна пӑрахса панӑ розӑна илчӗ — ун ҫурри шаннӑ ҫеҫкисенчен розӑсен ахаль шӑршинчен урӑхларах, тутлӑрах шӑршӑ кӗнӗ пек туйӑнчӗ. Аҫа кушак патне пырса вӑл ӑна малти урисенчен тытса ҫӗкленӗ те, кӑкӑрӗ ҫумне кӗрӗк ӑшне чикнӗ, Федор Тимофеич хӑйне нимӗн те пулман пек тытнӑ, ҫитменнине тата куҫӗсене уҫма та ӳркеннӗ. — Юлашки хут шыв ӗҫем-ха. Джемма хӑйне питех те аван мар туйрӗ, мӗншӗн кайрӑм-ха унпа, тесе ӳкӗнме пуҫларӗ вӑл. Чӗнмесӗр ларма ҫав тери йывӑр ӗнтӗ. Кимӗ корветран уйрӑлнӑ вӑхӑтра, вилӗм хӑрушлӑхӗ умӗнче те шӳтлеме юратакан Ла-Вьевиль борт урлӑ уртӑнчӗ те кимӗ ҫинчисемпе сывпуллашса ҫапла каларӗ: — Ку мӑйӑр хуппипе тӑшмантан тарма ҫӑмӑл, анчах путса вилме тата ҫӑмӑлтарах. Пирӗн пата часах тепӗр лаша пырса тӑчӗ. Пӗр-пӗрне вӗсем тем те пӗрсем туса тӗлӗнмелле саламларӗҫ. Вӗсем сылтӑм урисемпе пӗр-пӗрин чӗрнисем ҫине тӗкӗнсе илчӗҫ, унтан черетпе темиҫе хутчен тӗрле сасӑсемпе кӗҫенчӗҫ, вӗсем ҫапла кӗҫенни мана уйрӑм сӑмахсем каласа калаҫнӑ пекех туйӑнчӗ. — Катя! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Эх, ҫутӑ тинӗс! — терӗ вӑл. Джонстонӑн ытарма ҫук карттине Паганель алӑран та ямасть, унта пӗчӗкҫеҫҫӗ уйрӑмлӑхсене те тӗрӗс кӑтартнине курса вӑл артист евӗрлӗ ҫӗкленсе пырать. Туратсем ҫине пӑхсан, йывӑҫ вулли ҫинче пӗр вӑрман ӳссе ларнӑ темелле: вӗсем шутласа кӑлармалла мар пӗтӗм тураттисемпе хунавӗсене, хӑйсен хушшинче лианӑпа ҫыхланса пӗтнӗскерсене, ҫӳлелле тӑратса ӳсеҫҫӗ. Атьӑр-ха, кӳлӗр ӑна, — терӗ вӑл Ленӑна. Шухӑрах комсомолецсенчен хӑшпӗрисем делегатсен ушкӑнӗ вырӑнне кӗрсе тӑраҫҫӗ те, хӑйсен шухӑшӗпе мандат вырӑнне пулма тивӗҫ хӗрлӗ хут кӑтартса, тепӗр чухне шӑп алӑк умнех ҫитсе тӑраҫҫӗ. — Ну-тӑк вӑт! хӑтланса пӑх… Ҫав апат хыҫҫӑн пирӗн кашнийӗн пуҫне уйрӑм шухӑш пырса кӗрет. — Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та хӑраса ӳкрӗм. Гинка пичӗ хӗрелсе кайрӗ, куҫӗнче вут-хӗм йӑлкӑшса илчӗ. — 1802 ҫулхи вӑрҫӑ ку ыйтӑва татса пачӗ — эпӗ мансах кайнӑ. — Винтовка-и? — ыйтрӗ Серьга. Эпӗ пусса лармалли ҫӑмартасем ҫук вӗсем! Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: каҫхине хӑй мӗн хӑтланнине вӑл нимӗн те астумасть-ха, ҫавӑнпа ҫапла каларӑм: — Пирӗн пата такам кӗресшӗн пулчӗ, эпӗ ӑна сыхласа лартӑм. Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ вӑйлансах пычӗ, вара «Пилигрим», талӑкра ҫӗр утмӑл миля туса, хӑвӑрт малалла шурӗ. Вӑл пуҫне пӑрса пӑхрӗ те Бек-Агамалова палласа илчӗ, анчах, каялла ҫаврӑнса тӑнӑскер, ун ҫинчен ҫавӑнтах манса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн учитель, пӑр сӑмах каламасӑр, темиҫе хӑрушӑ минут хушши Том ҫумӗнче тӑчӗ, унтан ҫапах нимӗн шарламасӑр тронӗ патнелле утрӗ. Ҫак вӑхӑтра пӗчӗкҫеҫ противотанковӑй тупӑсене пирӗн йывӑр батарейӑсем пулӑшма тытӑнчӗҫ. — Паллах, республика! — терӗ ӑна хирӗҫ Мирон сӗтел ҫинелле пӗшкӗнсе; вӑл сарса хунӑ хаҫат листи ҫине ывӑҫ тупанӗсемпе ҫав тери хытӑ пусса тӑнӑ та, хут, туртӑнса сасартӑк шаплатсах ҫурӑлчӗ. Якова ку усал ӗҫ пуласса систерекен япала пек туйӑнчӗ; Спасибо, сэр, эсир мана хамӑн мӗн тума кирли ҫинчен аса илтертӗр. Анчах унӑн хӑйпе калаҫакан кам иккенне пӗлес килчӗ. Пурте ҫунакан замок ҫине, кӗперӗн ҫӳллӗ лӗккисем ҫине, пырса перӗнмелле мар чӳречесем ҫине чунӗсемпе тарӑхса, халех ӗҫе тытӑнма кирлине ӑнланса пӑхаҫҫӗ. Табу! — тесе кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ. Анчах вӑл, ҫавӑнтах, хреснашшӗн хӗрӳ ӗненӳпе каланӑ хӑватлӑ сӑмахӗсене аса илнӗ те шӑлӗсене тата та ытларах ҫыртнӑ, кӑкӑрне тата ытларах карӑнтарнӑ. — Питӗ аван, — килӗшрӗ Фигура. — Ӑҫтан ун пек пулма пултарать! — терӗ вӑл. Унтан вара ывӑлне хӑлхинчен пӗтӗрсе тытрӗ те, кулкаласа:— Эс тата, ашак тихи, мӗн ҫӗклесе пыран? — тесе ыйтрӗ. Ҫапла иртеҫҫӗ Павел кунӗсем. Возняков политрук чӗркуҫҫи ҫине полевой сумкине хучӗ те, ун ҫинче темскерле хутсем ҫавӑркаласа, уҫкаласа пӑхрӗ. Пӑван унӑн аллине илсе хытӑ чӑмӑртарӗ. — Мана вӗлерсен… — Суятӑн! Вӑл корвет ҫине ларнӑ чухне ун ҫийӗнчи плат арки сирӗлсе кайрӗ те шалпар шалаварӗ, атти, качака тирӗнчен ҫӑмне шалалла туса ҫӗлетнӗ, тулаш енне пурҫӑнпа тӗрленӗ куртки курӑнчӗ. Чӑнах та ҫав, ҫак тӗпчеме питӗ юратакан хӗрарӑмсене вӑл вӗсене ял Советне килнӗ чух кам та пулин курасран хӑраса ҫеҫ лашапа илсе килни ҫинчен каласа пама пултарайман вӗт-ха ӗнтӗ. — Пӗрремӗш — балаганри паяц та савӑнӑҫлӑ… Класӗпех, тенӗ, ӑнлантӑн-и? — Прокурора каймастӑн-и? — ыйтрӗ Корытов, темӗн хӑйӗнни ҫинчен шухӑшласа. — Зойӑнне? Вӑл сарай алӑкӗ умне ҫитрӗ. Чарӑнса тӑчӗ. Вӑл кивӗ Австро-Венгрин ӑнӑҫсӑр опытне асра тытса тӑнӑ. — Ман алӑра кирек мӗнле ача та лӑпкӑ ларать, — тавӑрчӗ Базаров, — эпӗ ҫавӑн пек япала пӗлетӗп. Ҫак йывӑр мораллӗ ӗҫе пула ӑса ҫивӗчлетрӗм, анчах ку ҫирӗплӗх вӑйне чакарчӗ, ялан мораллӗ тишкерӳ тума хӑнӑхрӑм, ку вара туйӑм тасалӑхӗпе тӑн уҫӑмлӑхне пӗтерсе хучӗ; асӑннӑ мораллӗ ӗҫ мана урах нимӗнле усӑ та кӳмерӗ. Пӑлхав хускатма шухӑшланӑччӗ-и? Уэлдон миссис ҫав тери ывӑнса ҫитрӗ — малалла ҫак йывӑр ҫулпа утма ун пӗр пӗрчӗ вӑйӗ те ҫук. Кӗлӗ пуҫланчӗ, клырос ҫинче килти певчисем юрлаҫҫӗ, Кирила Петрович хӑй те вӗсемпе пӗрле ӗнӗрлесе пырать, ниҫта пӑркаланмасӑр кӗл тӑвать, диакон хӑйӗн хулӑн сассипе ҫак чиркӗве тӑваканӑн ятне асӑнсассӑн, вӑл, мӑнаҫлӑ лӑпкӑлӑхпа ҫӗре ҫитех тайӑлса, сӑхсӑхса илет. Унтан бомбӑсем епле ҫурӑлнине тата ҫуртсем ҫуннине мачча ҫинче сӑнаса ларнӑ хӗрачи килчӗ. Вӑл сӗтел умне ларчӗ те хӑй умне хулӑн тетрадь уҫса хучӗ. — «Ҫук… Ҫук? Укҫа-тенкӗ тӑккалама та ашкӑнса ҫӳреме-и? Ун чухне маншӑн кирек мӗнле япала та урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑрать: ватӑ хурӑнсен, уйӑх ҫутатнӑ енче хӑйсен кӑтра турачӗсене йӑлтӑртаттараканскерсен, тепӗр енче — тӗмсемпе ҫула хӑйсен хура мӗлкисемпе салхуллӑн хупласа хунӑскерсен сӑнарӗсем те, пӗве шывӗн сасӑ евӗрлӗ тикӗссӗн вӑйланакан лӑпкӑ, чаплӑ йӑлтӑртатӑвӗ те, галерея умне илемлӗ мӗлкесем ӳкерекен чечексем ҫинчи сывлӑм тумламӗсем уйӑх ҫутипе йӑлтӑрани те, пӗве леш енче аҫа путене пӗтпӗлтӗклетни те, мӑн ҫул ҫинчи ҫын сасси те, икӗ ватӑ хурӑн пӗрне-пӗри перӗнсе хуллен, илтӗни-илтӗнми чӗриклетни те, вӑрӑмтуна утиял ӑшӗнче хӑлха ҫывӑхӗнчех сӗрлени те, туратсенчен ҫаклана-ҫаклана типӗ ҫулҫӑсем ҫине панулми ӳкни те, хӑш чухне терраса картлашкисем патнех ҫитсе, хӑйсен симӗс ҫурӑмӗсене уйӑх ҫутинче асамлӑн йӑлтӑртаттаракан шапасем сиккелени те, — ҫаксем пурте маншӑн тӗлӗнмелле пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ — ытла та чаплӑ илеме тата вӗҫне тухман темле телее пӗлтерме тытӑнаҫҫӗ. Ҫурҫӗр флотӗнчи чи лайӑх фотографсем те ку ӗҫ ӑнӑҫас ҫук тесех пӗлтерчӗҫ, вӗсем (фотографсем) чунне парса ӗҫлесен те ҫав пленкӑсенчен сӑнӳкерчӗксем тума пултараймӑпӑр, терӗҫ. Лампӑсем ҫутичченхи лӑпкӑ сехетре, палата кӗтессисем тӗттӗмленме пуҫланӑ чух, Степан Иванович чӳрече умӗнче шухӑша кайса, шыв хӗрринчи урамалла пӑхса ларчӗ. Кӑштах тӑрсан, мелникпе Кралич, вӗсемпе пӗрлех Марийка та, лешсемпе кӗрмешнӗ чух нӑшӑклатса хурама айне пытанса тӑнӑскер, ҫавӑнтан кайран халь те ӗсӗклеме чарӑнаймасӑр, мӑнастир еннелле утрӗҫ. — Эх, мӗн тери маттур вӑл Флинт! — терӗ вӑл. Вӗсене темшӗн, манӑн карттӑ ҫинче палӑртман. Вӑт эпӗ сана ярмаркӑна майлаштарӑп та, эсӗ унта манӑн десятник пекки пулӑн, тӗрлӗ материал тавраш йышӑнса тӑрӑн, пурте кирлӗ вӑхӑтра вырӑнта пултӑр, рабочисем ан вӑрлаччӗр тесе астуса тӑрӑн — юрать-и? Ҫӳҫне кастарса янӑ, сарлака та уҫӑ сӑн-питлӗ хӗрарӑм; вӑл Павелпа паллашнӑ хыҫҫӑнах, юлташла калаҫа пуҫларӗ, вӑл ӑна хӑйсен ҫемьинчи пӗтӗм вӑрттӑнлӑхсене те хаваслӑнах уҫса пачӗ. Эпӗ хӗвеллӗ илемлӗ ҫутҫанталӑкпа тата куҫа илӗртекен ҫырансемпе савӑнса пыратӑп. — Дикарьсенчен хӑратӑп, — терӗ ученый. Хресчен ыйтӑвӗ ҫине куҫар. Аха; — Ме, ачам, — пӗремӗкне Егорушкӑна пачӗ вӑл. «Вӑл пӗрмаях шӳт тӑвать, графиня», — терӗ ӑна хирӗҫ Силвио, — пӗрре вӑл мана шӳтпе ҫупса ячӗ, шӳт туса ҫак ман карттуса персе шӑтарчӗ, шӳт тусах: халӗ мана персе тивертеймерӗ; халӗ ӗнтӗ эпӗ те шӳт тӑвасшӑн», — терӗ. Унӑн хӑй пекех пысӑк ҫӑмламас йытӑ пулнӑ. — Ну, ӗнтӗ, унта санӑн тусусем. Иккӗленмелли ҫук, — терӗ вӑл. Ҫав самантра ӑнлантӑм та эпӗ хам епле йӗрӗнчӗк иккенне, — терӗ Ромашов пӗтӗм сасӑпа та хыттӑн, ҫав сасӑран алӑк патӗнче ларакан Вышимирский те пуканӗ ҫинчен ӳкнӗ пек илтӗнчӗ. Вӑл унта шӑп кирлӗ самантра пырса тухрӗ: кӑпшанка пусса лапчӑтас тесе, Негоро урине ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ. Ученӑй португала ҫилленсе кӑшкӑрса тӑкрӗ. Мустангера лаша вӗлерме пултарать е, вӗлермесен те, амантса пӗтерме пултарать тесе азотея ҫинче темиҫе хут та калакаланисем пулчӗҫ. Хохолпа Анисья лавкаран тавар ҫӗклесе тухса ӑна ҫырманалла ывӑтаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах урам варринче кӑвак ҫӳҫлӗ хура карчӑк тӑрса, чышкипе юнаса хыттӑн, таҫта ҫитиех илтӗнмелле кӑшкӑрать: — А-а-а, шуйттансем!.. Халӗ хӑех ҫапла калать: «Кулак ачисем алла хӗҫ-пӑшал илеҫҫӗ, вӗсем пӗтӗмпех ӗлӗкхи йӗрке туса хурасшӑн пулсан, епле хӑпмалла марри пултӑр-ха вӑл вӑкӑрсенчен? Вӑл — шурӑ ӳтлӗ ҫын, чура сутуҫисем унпа хӑйсене ытти чурасемпе тытнӑ пек тытма хӑяймарӗҫ. — Мӗн тума кирлӗ вӗсем пире? — «доктор» шарлатан маррине Горева ниепле те ӗненме пултараймасть. Негрсем пурте укҫисене ҫавӑнта хыврӗҫ, анчах вӗсен укҫисем сахалччӗ. Ахаль, унпа туслашма аван мар пек, эпир — ҫылӑхлӑ, вӑл — тӗрӗс ҫын пек туйӑнчӗ. Эпӗ кимӗ пуҫне тӳрех хӗвелтухӑҫнелле хамӑр каймалли ҫул урлӑ тытичченех шыв юхӑмӗ пире хӗвеланӑҫнелле илсе пычӗ. Ҫапла темиҫе сехет иртнӗ. Белль утравӗ. Вӑл манран пӑрӑннӑ пек туйӑнать. Хӑмсарса ярса хӑйне ҫамкаран, хырӑмӗнчен, хулпуҫҫийӗсенчен ҫапса чӑшкӑрать: — Эй турӑ, эсӗ кине маншӑн лектер, мана кӳрентернисене пурне те шута ил! Ҫар пурӑнӑҫне юратакансем, ылттӑн кубока, ылттӑн-кӗмӗлпе тӗртнӗ пуян пурҫӑн пусмана, дукатсемпе реалсене хапсӑнакансем кунта кирек-хӑш вӑхӑтра та ӗҫ тупма пултарнӑ. Вӗсем ҫӑлӑнни тесен, никам та, хӑйне пуринчен те канлӗрех тытакан Мак-Набс та ӗненмест. Баррикада патӗнчен вӑл чи юлашкинчен кайрӗ, ҫакӑ ӑна вилӗмрен хӑтарса хӑварчӗ. Зинаида пичӗ питӗ шурӑччӗ, ҫав тери йывӑр хурлӑхлӑ, ҫав тери ӗшенчӗк сӑнлӑччӗ, — ӑна курса, ман чӗрем ыратса пӑчӑртанчӗ, эпӗ ирӗксӗрех: «Мӗн пулчӗ сире?» — тесе мӑкӑртатрӑм. Мӗнле ӗҫлетӗн? Старик хӑйне ирӗке кӑларнине часах ӗненмерӗ, вӑл эсаул ҫине пӑхса, суккӑртарах куҫӗсене мӑч-мӑч хупса:— Апла пулсан, мана кайма юрать-им? — тесе ыйтрӗ. Сунар ытлах вӑраха пымӗ. Ҫын ишсе пыратчӗ… — терӗ вӑл, ӑшӑх ҫӗрелле кӑтартса. — Кӑна унӑн пуҫне пӗтӗмпех ҫав синьор, нигилист кӗртсе лартнӑ. Кашни хускалмассерен ӑна ҫав тери пысӑк тимлӗх кирлӗ пулчӗ. Сысна! — терӗ вӑл темиҫе хут та хӑйне сухалӗнчен ыраттармаллах лӑскаса. Унпа усӑ курма ҫукчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑк укҫасен йывӑрӑшне чӑтаяс ҫукчӗ. Ҫавӑнпа Глюмдальклич унта пӗчӗк хӗрачасем юратакан ниме кирлӗ мар вак-тӗвек япаласем анчах чиксе ҫӳретчӗ. Йытӑ пулӑшнипе эпӗ киле хыпар яма шут тытрӑм. Ме акӑ, ил! Ҫак вӑхӑтрах капитан, хӑйӗн юррипе хытӑран хытӑ хӗрсе кайнӑскер, чӑмӑрӗпе сӗтеле ҫапрӗ. Чӑн-чӑн судья свидетельсен показанийӗсене, хӗҫ-пӑшал вӑйне хисепе илсе хаклать. Ҫакнашкал усал ӗҫ кама килӗшме пултартӑр-ха вӑл?! — тарӑхса кайрӗ Ҫӑрттан мучи. Кунта ҫил тулама пултарайман; ҫулӗ яка пулнӑ, лаша вара ҫӑмӑллӑнах ута пуҫланӑ, Владимир лӑпланнӑ. Хӗрӗ те каялла ҫаврӑнса, вӗсем хыҫӗнчен пӑхса тӑнӑ-мӗн. — Мӗн вӑл, ҫывӑрать-и? Пӗр-пӗр приказ парас тесе каялла ҫаврӑнсан, пӑшал пенипе ҫуталнӑ самантра, вӑл сасартӑк хӑй ҫывӑхӗнче палланӑ сӑна курчӗ. Утрав пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсенчен эпӗ чӑннипе тӗрӗсси ҫинчен кӑна пӗлме пултаратӑп, мӗншӗн тесен леш тӗнчере суйнине ниме юрӑхсӑр искусство вырӑнне ҫеҫ шутлаҫҫӗ. Вӗсем, Панталеоне малтанах каланӑ пек, лешсенчен маларах ҫитрӗҫ те, каретӑна вӑрман хӗрринче юлма хушса, шалалла, чылай ҫӑрӑ ҫӗре, йывӑҫсен сулхӑнне кӗрсе кайрӗҫ. Ӑҫтан калас тетен-ха ӑна. Секундра 8 километр хӑвӑртлӑхпа вӗҫес пулсан, снаряд ҫӗр ҫине ӳкмест, вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑнса вӗҫме пуҫлать те унӑн искусственнӑй спутникӗ пулса тӑрать. Нумайранпа-и кунта? — Эпӗ пӗр километр та йӑнӑшмастӑп тесе ҫирӗпех шанатӑп. Джемма, паллах, ун пек мар. Мӗн ҫинчен калаҫма юраманнине вӑл яланах — эпир ун чухне ача пулнӑ пулин те, туятчӗ. Антон Прокофьевич пур ыйтусене те хирӗҫ пӗр сӑмахпа ҫеҫ хытӑ кӑшкӑрса: «килмест!» терӗ; ҫакна вӑл каларӗ ҫеҫ, ӑна пурте ятлама та вӑрҫма пуҫларӗҫ, йыхравҫӑ хӑй ӗҫне начар тунӑшӑн хӑшӗ-пӗрисем ӑна пуҫӗнчен чиртме те хатӗр тӑчӗҫ, анчах сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ — Иван Никифорович пырса та кӗчӗ. «Сандалисемпе мӗнлерех чечен сан пӗчӗк урусем!» — хӑпартланса кӑшкӑра-кӑшкӑра янӑ вӑл, вара хӗр умне чӗркуҫленсе ларнӑ та ун урисенчи пӳрнисене черетпе чуптӑва-чуптӑва тухнӑ, пӗрремӗш священник эфодне те лекеймен, пите сайра пулакан калама ҫук чаплӑ чулсемлӗ ҫӗрӗсем тӑхӑнтарта-тӑхӑнтарта янӑ вӗсене. Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ. Хӑй ӑшӗнче вӑл ҫак сӑмахсемшӗн манашкӑна питӗ хытӑ кӳренчӗ. «Ҫавӑн пекех ҫемҫешке-ши вара эпӗ? Валя ун ҫумнерех пырса ларчӗ. — Ҫамрӑк ҫыннӑм, ҫамрӑк ҫыннӑм, тетӗп, — илтӗнчӗ сасартӑк ман ҫывӑхрах такамӑн сасси, — пӑхма юрать-и-ха вара ҫапла ют ҫын хӗрӗсене? Мӗн чухлӗ мухтавлӑ судносене шыва путарнӑ, мӗн чухлӗ паттӑр ҫынсене вӗлернӗ, мӗн чухлӗ тупӑсенчен пенӗ, мӗн чухлӗ мӑшкӑл, ултав тата тискерлӗх! — Ӑнланӑтӑп, — терӗ Нестеренко, анчах хӑй Давыдов ҫине паҫӑрхи пекех сиввӗнрех те ютшӑннӑн пӑхса ларчӗ. Ҫывӑрах, ачам, ыран пурне те пӗлӗн. Хӑш-пӗр кун эпир Ҫӗр варри патнелле 6-8 километр ҫывхарса пытӑмӑр. — Маттур, ачасем! Шатлаттарӑттӑм та сире пуҫӑртан — ӑнран кайӑттӑр… Сире мӗн ҫиме сӗнес-ши, мистер Стумп? Огнянов ҫавӑнтах пилӗкӗнчен икӗ пӑшал туртса кӑларчӗ. — Алла варалас килмест, акӑ кил, — терӗ вӑл, кӗске револьверне Кандова тӑсса. — Кам тетӗр эсир? Индеецсем! «Хӗрупраҫ куҫҫулӗ вӑл — хӗвел тухнӑ вӑхӑтри сывлӑм евӗрлех…» — Николай та яланах калать мана ун ҫинчен. Ия, ҫапла пулмалла ҫав… Хир качаки пек!.. Ку вӑрманти чылай йывӑҫа Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем: шуррисем те, хурисем те — пӗлмерӗҫ. Акӑ халь те эсир ман купене ҫутӑ пама, мана ҫак диван ҫинче вуласа ларма лайӑх пултӑр тесе ӗҫлетӗр. Васканине, хӗрарӑмсем пакӑлтатнине тата «алхапӑлланса» ӳкнине ҫав тери юратман. Ҫавӑн пекех манӑн телейсӗр арӑм та ӗненетчӗ. — Мӗнле ача пулчӗ ку! Ӗмӗрне те ун пеккине курман! Ҫав вӑхӑтра вӗсем ман тӗле ҫитрӗҫ, эпӗ лашама чӑпӑрккапа ҫапрӑм та тӗмӗ хыҫӗнчен вӗҫтерсе тухрӑм… Вара эпӗ сӗм тӗттӗме курас мар тесе, пӗчӗк ача пекех куҫа хупрӑм. Ҫиҫсе тӑракан сӑн-питлӗ Володя малти пӳлӗме чупса кӗрет, мана, Любӑна, Мимие тата Катьӑна ыталаса чуптӑвать, хӑйне чуптунӑ чухне Катя пиҫсе ҫитнӗ ҫырла пек хӗрелсе каять. Акӑ хирӗҫ тавӑрмалли май, вӑл тӳрех ман алла килсе кӗрет. — Эй! — кулкаласа, шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ вӑл. — Эсӗ пит те хытӑ хӑрарӑн-и вара? э? — Ну, апла пулсан, пӗрер чашка кофе ӗҫӗр. Хӑй те айӑплӑ мар, Ольга та айӑплӑ мар пек туйӑнчӗ ӑна. Анчах, акӑ, пирвайхи хут пулин те, Ольгӑпа чӑнласах хирӗҫсе кайма тӳр килчӗ. Сӑмахран, 1746-мӗш ҫулхи июнӗн 12-мӗшӗнче ҫитмӗл фунт-стерлинг укҫа суммине паллӑ тунӑ, анчах ӑна ӑҫтан илнине ӑнлантарас вырӑнне ултӑ хӗрес палли тӑраҫҫӗ. — Есть, подполковник юлташ. Кунта астрономире кирлӗ пулакан пур хатӗрсем те — сектантсем, квадрантсем, телескопсем, астролябисем тата ытти тӗрлӗ хатӗрсем те пур. Эпӗ ӑна сӑлтавсӑр кӳрентеретӗп иккен — эсӗ ҫурмалла тӗрӗс пулма пӗлейместӗн, терӗ вӑл мана ӗнер… Ку тӗрӗс. Ҫавӑнта, сӑрт ҫинче, вӗт йывӑҫсем хушшипе кам кайнине лайӑх пӑхма халь ӗнтӗ ӑна никам та кансӗрлес ҫук. — Эсир, — терӗ малалла Монтанелли, — ҫынна вӗлермешкӗн манран килӗшӳ ыйтатӑр. Халӗ мӗн? — Пирӗн истори, — тесе пуҫларӗ Гарри Грант, — ытти робинзонсен историйӗ пекех, пушӑ утрав ҫине ҫакланнӑ хыҫҫӑн ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе кӗрешес ӗҫре хӑйӗн вӑйӗ ҫине ҫеҫ шанакан ҫыннӑн историйӗ пекех. Хӑйне юратнӑшӑн Костя та кирек хӑҫан та шыва тесен — шыва, вутта тесен — вутта сикме хатӗр пулнӑ. Огнянов килсе кӗчӗ, ӗшенсе ҫитнӗ хӑй, хресченле кивӗ тумтирпе. Хӑр хӑлхи патнех тайӑлнӑ та, тем пӑшӑлтатса калать Соломон, патша ачашшӑн каҫару ыйтать-мӗн, ун сӑмахӗсене илтсе, Суламифь хӗрелсе каять те куҫӗсене хупать. Тӳлеччӗр мана вӗсем, тен ҫак пӳрнепе эпӗ эрнипе те ӗҫлейместӗп… Монтанелли престол патӗнче шурӑ балдахин айӗнче тӑрать, вӑл ҫирӗп аллисемпе Христос ӳтне тытса, хӑйӗн умӗнчен иртекен халӑх ҫине пӑхса тӑрать. Марьяна, ҫӳҫӗсене витмесӗрех, ҫурта умӗнче ҫӗвӗ ҫӗлет. Тулта ӑшӑ, Джонни пусма ҫине тухса ларать. Кун йӑлтах ҫуталса ҫитрӗ. Таврара чӑн-чӑн пуш хир пек. — Хе-е-е! — тӑсмаккӑн шӑхӑрттарчӗ те уретник аллисене шӑлаварӗн кӗсйисене тем тарӑнӑша чиксе лартрӗ. Пӑхса тӑраннӑ хыҫҫӑн Бульба тӑвӑр урам тӑрӑх малалла кайрӗ. Урам пӗтӗмпех кунта хӑйсен ремеслине туса тӑракан мастеровойсемпе тата пур тӗрлӗ наци ҫыннисемпе тулнӑ. Кӗрхи ҫумӑр пите касать. Юлашкинчен Джо хуллен:— Эпӗ хамӑн ҫӗҫҫе ҫухатрӑм. Акӑ! Акку мӗн — пӗлетӗн-и? Ҫынсем, ӑна хисеп туса, сирӗлсе тӑчӗҫ. — Ну, — терӗ комендант, — ку ҫынран нимӗнех те пӗлес ҫук. Кун пек чухне запорожецсем, вӑрӑ-хурахсене ҫул ҫинчех хӑваласа ҫитес тесе, ялан ҫийӗнчех хӑвалама пуҫлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен тыткӑна ҫакланнисене шӑп та шай Кӗҫӗн Ази пасарӗсене, Смирнӑна, Крит утравӗ ҫине илсе тухма пултараҫҫӗ. Запорожецсен вӑрӑм ҫӳҫ тӗпеклӗ пуҫӗсем ӑҫта-ӑҫта пуласса турӑ пӗлет. Эсир луччӗ манӑн пӑшала туртса илӗр те, яра парӑр. Эпӗ вӑл мӗн каланине итлени ӑслӑрах пулӗ тесе шутларӑм та, ӳкесрен хӑраса, тутӑр ҫине выртрӑм. Фермерӗ, эпӗ ӳкесрен шикленсе, мана тутӑрпа утиялпа чӗркенӗ пек чӗркерӗ те килне йӑтса кайрӗ. Хӗвелӗ хӗртет; постоялӑй дворӑн ҫурма тӗттӗм ҫенӗхӗнчен ӑшӑ ыраш ҫӑкӑрӗ шӑрши килет. — Ҫавна ӗненетӗр-и, Паганель? Мухмӑр чӗртме пурне те пӗрер курка эрех ӗҫтермелле тата козак пуҫне пӗрер ҫӑкӑр памалла. Эсир питех те паллӑ эксперимент тума тытӑннӑ, ҫавӑнпа та пирӗн сире мӗнпе пулӑшма май пур — пуринпе те пулӑшмалла. Ханкӑр алӑкӗ леш енче шав илтӗнет, — нумай-нумай вӗлле хурчӗн сӗрлевӗ евӗр. «Вӗсенчен аяккарах пул, — аса илнӗ вӑл ашшӗ сӑмахне: — эсӗ вӗсен хуҫи…» Ирхине Георгий ӗҫрен таврӑнчӗ. Килте Тимур та, мотоцикл та ҫук-мӗн. * * * — Э-э, Вудли кукка! Анчах ун кӑмӑла ҫырлахтаракан пурӑнӑҫӗ нумая пырайман. «…унран ҫуралнӑ ачана тӗрлӗ тамӑкран… тӗрлӗ хаяртан… тӗрлӗ тӑвӑлтӑн… усал-тӗселтен — каҫхинехинчен те, кӑнтӑрлахинчен те — сыхласа усра… Де-Лантенак маркиз (халӗ ӗнтӗ эпир те ӑна ҫапла чӗнӗпӗр) лӑпкӑн ответ пачӗ: — Ну, мӗнех вара, ман ҫинчен кайса пӗлтерӗр. Кая хӑвармалли ӗҫ мар. Увар Иванович чавси ҫине таянчӗ те хӗрсе кайнӑ художник ҫине тинкерме пуҫларӗ. Нимӗнле шанчӑк та ҫук! Пӗр пуҫлӑ хурчка, хӑйӗн чӗрнисемпе ула юпана ҫавӑрса илесшӗн пек, ҫуначӗсене сарса пӑрахса, хӑйне хирӗҫ тӑракан тимӗр щита сиввӗн пӑхать, кукӑр сӑмсине вӑл тӑснӑ, халь-халь сӑхса илес пек хатӗр тӑрать. «Турӑҫӑм, мӗн вара ку!» — художник кӑшкӑрса ячӗ те сӑх-сӑхса илсе вӑранса кайрӗ. Эпӗ хӗрлӗ партизан, эсӗ вара мана, пӗр-пӗр генерала ҫитернӗ пек, шапа какайӗ ҫитерес тетӗн-и?! — Пире валли мӗн юлать-ха вара? — ыйтрӗ студент кӑшт тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн. Никита Ильич патне кайса килем. «Начальникӗсем» патӗнче эпӗ хам мӗн каласа панине кӗскен кӑна тепӗр хут каларӑм та унтан вара акӑ мӗн ҫинчен калаҫса татӑлтӑмӑр: а) Ыранах эпӗ редакцие дневниксем илсе пыма пултӑм. б) «Правда» манӑн доклада итлеме хӑйӗн сотрудникне ярать. в) Манӑн хам мӗн тупни ҫинчен статья ҫырмалла, ӑна ӑҫта пичетлессине «куҫ курӗ унта». Штаба илсе кайӑр ӑна. Эсир кунта Запорожьере ларатӑр, ӗҫке ӗҫетӗр, сире тутарсем ҫав тери хӑратса ҫитернӗ курӑнать, ҫавӑнпа сирӗн куҫ та курмасть, хӑлха та илтмест, эсир ҫут тӗнчере мӗн пулса иртнине те пӗлместӗр». Анчах, йӑнӑшмастӑп пулсан, ҫак хӑйне евӗр мыскаран тӗшши ҫапларах: вӑл, ман хыҫран утӑмпа утӑма, урапа урана пӗр пек пусса тата ман ҫине куҫ илмесӗр пӑхса, ҫав вӑхӑтрах манӑн кашни хусканӑва, чи-чи пӗчӗккине те, хам евӗрех туса пырать, урӑхла каласан, хӑйне манпа пӗрешкеллетет. Эпӗ ун патне кӗтӗм; аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреҫлетсе, вӑл калле-малле утса ҫӳрет. Вӑл Бекки патне утса пычӗ те сӑмах пуҫласа яраймасӑр аптӑраса тӑчӗ. Шафран эрехӗ те пурччӗ унта, анчах пӗлетӗр ӗнтӗ эсир, эпӗ ӑна ӗҫсех каймастӑп. ПолоЗов кресло ҫине кӗрсе ларчӗ те, «Ай, шӑрӑх та-ҫке!» тесе йынӑшса илсе, галстукне салтрӗ. — Мӗнле сирӗннисем? — ыйтрӗ Юргин. Эсӗ ҫаплах шӑтӑксене питӗрме хатӗрленетӗн, ниепле те питӗрейместӗн; йӗкехӳрисем кӑшт чеерех пулсанах сан пуҫу ҫинче ҫывӑрнӑ пулӗччӗҫ, эсӗ нимӗн те туйман пулӑттӑн. Анчах кашӑксене йӗкехӳресем сӗтӗрсе каяс ҫук. — Ҫук. Вӗсен хыҫӗнчен дворник, старике хыҫалтан шарманкӑран тӗрткелесе, усал сасӑпа кӑшкӑрса пычӗ: — Сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗр кунта, кӗлмӗҫсем! Станицӑри чи лайӑх пӳрте икӗ монетӑлла параҫҫӗ. Юлташ ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт пулмасть. Воропаев хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерчӗ те, ӑна ҫӗр ҫине антарчӗҫ, лешӗ хӑйпе юнашар тӑнине те Лена чылай вӑхӑт хушши ӗненмерӗ. Кусем хушшинче хай эпир паллакан Никитӑпа матрос карчӑкӗ те пур, халь ӗнтӗ вӗсем мирлешнӗ, вӗсемпе пӗрлех кунта хӑй карчӑкӑн 10 ҫулхи хӗрачи те тухса тӑнӑ. Анчах паян хӑй мӗн курнинчен те ытла хӑрушшине курма пӳрни палӑрсан, мелник Марийкӑна хӑтарма тилмӗрнине илтсен, унӑн, хаярланса тарӑхнипе, юнӗ хӗрсе вӗреме тытӑнчӗ. Коммунарсем тинӗс хӗрринчен хӑйсен санаторине ҫак сад витӗр ҫӳреҫҫӗ. Каҫарӑвне те ыйтрӗ вӑл, мӗнлерех сӑпайлӑн ыйтрӗ-ха тата! — Ҫук, эпӗ юнкер. Король эпӗ хамӑр халӑх йышне пирӗн тӗн сектисенче тата политика партисенче тӑракан ҫынсен хисепне пӗрле хушса пӗлнӗ урмӑш арифметикӑран (ҫапла калама кӑмӑл турӗ) нумай кулчӗ. Питӗ интереслӗ, факт! Таврара шӑп; хушӑран кӑна ӑҫта та пулин тӑкӑрлӑкра хӑйӗн кая юлнӑ ҫыннине кӗтсе ҫывӑрса выртнӑ лавҫӑн ураписем кӗмсӗртеттерсе иртсе кайни илтӗнет. — Эпӗ ывӑнман. Лайӑхрах шутласан, кунта хуҫисем эпир вӗт. Колумб 1506 ҫулта пит чухӑна тухса вилнӗ. — Кирлӗ мар. Ҫакӑн ҫинчен ҫав куннех судӑн… палатинче хут тутарнӑ, закон тӑрӑх ҫирӗплетсе, ҫавӑн чухнех августӑн 26-мӗш кунӗнче, К … земски суд ирӗк панипе, унӑн ашшӗ ҫав ҫӗре хӑй аллине илнӗ. Хӑлхасенче шӑрчӑксем йӑшӑлтатнӑ пек, чӑр-чӑр-чӑр туса тӑрать, — ку ӗнтӗ тӑнлавсене карӑнтарса ыраттарать. Каласа пар. Пӗр енчен баррикадӑна никам та хуралламасть, — ку вӑл баррикада тӑвакансен яланхи йӑнӑшӗ, — хӑй отрядне пасар лупас айне кайма хатӗрленсе кӳлсе тӑратнӑ лавсем патне илсе тухма, Говэна пӑртак та йывӑр пулмарӗ. Хӑвӑра упраса пурӑнӑр тархасшӑн, э? Ку питех тӗлӗнмелле акустика меслетне физика законӗсемпе ҫӑмӑллӑнах ӑнлантарса пама пулать. Калинкке хапха енчен пӳртелле палламан хӗр пырать. Сӗтел хушшинче чирлӗ ҫын каллех калаҫма тытӑнчӗ: — Ҫынсене ӗҫпе пӗтерсе пыраҫҫӗ, — мӗншӗн? Хӑвӑр ятлине ҫыртарас тетӗр-и, тен, пӗтӗм ҫемье валлине-и? Вӑрттӑн ҫӳремелли чул шӑтӑкӗнчен кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ пуҫ курӑнса кайрӗ. — Мӗнле ҫынсем вӗсем? Феничкӑн куҫӗ часах тӳрленнӗ, анчах вӑл Николай Петрович асӗнчен часах кайман вара. — Тен, эсир эпӗ унта судьясене мӗн те пулин калӑп, тесе хӑратӑр? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл. Ачи макӑрать, тапкаланать. Том тата пӑртак ларкаларӗ, хӗвел ҫӳлелле хӑпарса хӑватлӑ юханшыва ылтӑн тӗспе ҫап-ҫутӑ ҫутатса ярсан тин вӑл каллех шывалла сикрӗ. Хуҫисенчен тархасшӑн чихирь илсе кил-ха. Ромашов, ыйхӑран вӑраннӑ чухнехи пек, тарӑннӑн та хыттӑн хашлатрӗ. Ун куҫӗ умӗнче ҫийӗнчех пурте-пурте ансат та яланхи евӗр пулса тӑчӗ. Тепӗр тесен, кусем пирки ман приказра вулатӑр. Тӗнче тӑрӑх кӗлмӗҫленсе ҫӳрӗҫ, виҫӗ ҫул ыйткаласа пухнипе пурӑнӗҫ, — унтан вара эпӗ вӗсене судпа илнине пӗтӗмпех тавӑрса паратӑп та: ну, епле, шуйттансем? тесе ыйтатӑп. Нӳрленнӗ хыҫҫӑн сӑрсем пӗр-пӗринпе хутшӑна-хутшӑна каяҫҫӗ. Маншӑн ӑка ӳкересси — интереслӗ мар. Николай куҫхаршине пӗрӗнтерсе амӑшӗ ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ, иккӗленсе пуҫӗпе сулкаларӗ. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра кӑшт ҫеҫ пулнӑ сасӑ та таҫтан илтӗнмелле. Анчах пур ҫӗрте те тупӑкри пек шӑплӑх. Мӗн шутлать-ши ҫав Половцев господин, мӗн кӗтсе лараҫҫӗ-ши вӗсем, нимӗн те ӑнланмастӑп! Вӑл кирлӗ япала-ҫке!» — Вӑл кунта ҫук. Амӑшӗ йывӑррӑн сывласа илсе куҫне хупрӗ. Архангельскинче унтан илнӗ 60 йытӑран чылайӑшне Ҫӗнӗ ҫӗр ҫинчех персе пӑрахма тӳрӗ килчӗ. «Э, ку койотсем ҫеҫ», — тесе шухӑшларӗ вӑл, ҫыр хӗррипе каллӗ-маллӗ чупкалакан тискер кайӑк кӗтӳне курсан. Сухаланӑ ҫӗр ҫийӗпе ҫӑхан чупса кайнӑ пек вӑл сасартӑк малалла чупса карӗ те:— Вӑрлӑха сухаламан ҫӗре акнӑ, — терӗ. Ку япалана тӗпренех пӗтерсе хурас пулать! Людмила, яка тураса лартнӑ ҫӳҫне тӗксӗм аллипе тӳрлетсе, чӳрече патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ларса пыракансем хальхинче те иркӳлӗм мӗн курнӑ, пӗтӗмпех ҫавна курса пычӗҫ — малалла мар, каялла каяҫҫӗ тейӗн вӗсене. Тӗрессипе каласан, салтак айӑплӑ мар. Ҫӗр айӗнчи пӳлӗме тултан темӗнле сасӑсем кӗреҫҫӗ. Бек-Агамалов хӗрхенӗҫлӗн хашлатрӗ: — Ҫук, пултараймастӑп… Павел сӗтелрен Окунев браунингне илсе, кӗсъене чикрӗ. Окунев валли хут ҫырса хӑварчӗ. Пӳлӗм уҫҫине пӗлекен ҫӗре пытарчӗ. Ыттисенчен хытӑрах ахӑлтатса кулма, пакӑлтатма тытӑнтӑм та — ман ҫине пӑхма ватӑ княгиня та юнашар пӳлӗмрен кӗчӗ — вал унта Иверски хапха патӗнчи темле приказнойпа хӑйӗн хирӗҫӳллӗ ӗҫӗсем пирки канашланӑ мӗн. — Мӗншӗн вара эс шӑпах ҫак хулана суйласа илтӗн? Георгий вара шӑрпӑкне сӳнтерчӗ те, Ольгӑна хулӗнчен тытса, килнелле ҫавӑтса утрӗ. — Пехливан-ага, ҫур ҫӗр иртнӗ-ҫке халь, хулари хупахсене пӗтӗмпе хупса пӗтернӗ ӗнтӗ, — терӗ мелник, хӑй ҫавӑнтах Марийкӑна ҫак ирсӗр ҫынсемпе хӑварасран хӑраса ӳкрӗ. Вара Медынская ҫинчен килнӗ шухӑша сирсе ярас тенӗ майлах, вӑл, пуҫне силлесе илсе, хӑвӑрттӑн малалла утма пикеннӗ. — Пӑрахут. Кайран мӗн пулма пултарӗ-ши? Пӗр тесен, короле вӑл териех айӑплама та ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ытти тӗнчерен пачах уйрӑм пурӑнать те ытти халӑхсен кӑмӑлӗсемпе йӑлисене нимӗн те пӗлмест. Ҫапла пӗлмен пирки шухӑш яланах кӗтӗкрех пулать тата тӗрлӗ тӗшмӗшсем пулаҫҫӗ; кун пеккисем ӗнтӗ пирӗн, Европӑри ҫутта тухнӑ халӑхсен, пачах та ҫук. Эпир кӑнтӑралла кайма пуҫтарӑниччен вӑл пире кирлӗ пулмасть вӗт-ха. Эсир мана «Пилигримӑн» капитанӗ туса хутӑр, ҫавӑнпа ман карап ҫинчи пӗтӗм пассажирсем хӑрушлӑхран тухса ҫӑлӑничченех эпӗ капитан пулӑп! Дик Сэнд пӑшӑрхансах ӳкрӗ. Желамбр, эмигрантсен вӑрттӑн агенчӗ, ун валли каюта хатӗрленӗ чухне хӑех сӑнаса тӑчӗ, унпа хисеплӗн сӑмахларӗ, уншӑн тӑрӑшрӗ, хӑй дворянсен йӑхӗнчен тухнине пӑхмасӑрах, старик хыҫҫӑн унӑн чемоданне йӑтса кӗчӗ. Таҫта-таҫта кайса ҫӳреме, паллах, памӑп! — Джек — питӗ вӑтанчӑк ача. — Ман ҫак ӑйӑрӑн тирне сӗвмелле. Лашин ҫилхине тӳрлетсе, автоматчиксене темскер каласан, палатка патнелле йывӑртарах, анчах та ҫирӗп утӑмпа полк командирӗн заместителӗ Озеров капитан утса пычӗ. Ҫав савӑнӑҫ сирӗлсе кайиччен Том вӗсене ҫӗнӗ япала шухӑшласа кӑларнипе интереслентерме васкарӗ. Вӑл каллех прешкери лашана пырса хуйхатрӗ; ку лаши, кучерӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗпе хаярлӑхне кура, нимӗн хускалмасӑр тӑма шутларӗ пулас, вӑл хутран-ситрен ҫеҫ хӳрине вӑрахӑн силлекелет. Кулма чарӑнса, вӑл Федотка ҫине пӑхса илчӗ. Пугачев кайрӗ; халӑх ун хыҫӗнчен ыткӑнчӗ. Дайте вареник, Грудочки кашки, Кiльце ковбаски! Каштанка ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та, урам тӑрӑх тӳрех хӑй патнелле пӗр полк салтак утса пынине курнӑ. Правленире халь пӗр Кӑтра Яша ятлӑ ухмах ҫеҫ пурӑннӑ, — ял ҫыннисем ӑна кулкаласа «председатель заместителӗ» тесе чӗннӗ. Улпучӗсем влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн пулнӑ, халӑхӗ ирӗкшӗн тӑнӑ, королӗ вӗҫӗмсӗр пысӑк влаҫшӑн кӗрешнӗ. — Эсир Италире пулса курман-и-ха? — терӗ вӑл кӑмӑллӑн. Эхер те Ӑмӑрткайӑк каялла ҫаврӑннӑ пулсан, юхӑм ӑна хӑех сулӑ патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ, анчах вӑл ун ҫинчен шухӑшламарӗ те, мӗншӗн тесен ҫутӑ ӗнтӗ ҫывхарсах пычӗ. Герцог короле кашни пуплевех тепӗр хут калаттарать, аллине чӗри ҫине хуртарса, ассӑн сывлама вӗрентет, юлашкинчен вара ӑна:— Аванах тухать, — тет. Хуллине чӳрече янахӗ урлӑ шалалла ячӗ, турачӗпе утияла ҫаклатса, хӑй еннелле туртрӗ. Хулара ҫапӑҫу пырать, епле ӗненес-ха ирӗклӗх килсе ҫитнине, ку таҫтан ҫӗмӗрттерсе килнӗ ҫынсем хамӑрӑннисем иккенне? Ҫаксем пурте ҫамрӑк чух пулса иртеҫҫӗ, кайран вара вӗсем кирлех те мар пек. Сӑлтав та ҫукчӗ пулӗ те ҫапла каламашкӑн, анчах ҫак ҫынсем мӗншӗн ун пек сӑмахланине пӗлме пулать. Илтрӗн-и? Эпӗ Сковородниковсем патне ҫӳретӗп; старик ятлаҫнине итлетӗп. — Килӗшетӗн-и? — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Елена: — Canal Grande! тӑрӑх кимӗпе ярӑнӑпӑр. Ҫак упӑтесем — вӗсене Вӑтаҫӗр Африкӑра «соко» теҫҫӗ — питех те нӗрсӗр пит-куҫлӑ: хӗсӗк ҫамка, ҫутӑ сарӑ пит, ҫӳле вырнаҫнӑ хӑлхасем. Ҫав тумтирсемпе япаласем пурте ҫӗнӗччӗ, ҫапах та хам ҫине тӑхӑнас умӗн эпӗ вӗсене талӑкшар хушши уҫӑ сывлӑша ҫакса уҫӑлтараттӑм. — Виҫе ҫук-тӑк, шанчӑк та ҫук сана! Йӑваш та именчӗк вӑл, хӑй юратӑвӗсӗр пуҫне вӑл нимӗн курмасть, нимӗн пӗлмест. — Эпӗ хамӑн кӗнеке тӑрӑх вулатӑп, — терӗ ача, — пӳрнесемпе. Вӑл сиксе тӑчӗ те ури тупанӗсене ҫӗре тивертмесӗр аялалла вӗҫтерчӗ. Ҫук, текех ун патне эсӗ урӑх каймӑн ӗнтӗ!» Кунашкал субъектсем ҫине хӑрлатни тата вӗрни усӑллӑ пулас ҫуккине Каштанка ҫийӗнчех ӑнланса илнӗ. Ун хыҫҫӑн пурте пит хытӑ пӑхса тӑраҫҫӗ: преступнике хӑваласа ҫитсе, суда тытса килесси ҫинчен урӑх ӗнтӗ никам та иккӗленмест. Повар сӑмахне итленӗ май, Одарка Павел ҫине лайӑхрах пӑхса илчӗ те кӑшт вӑтаннӑ пек пулчӗ. Акӑ документсем, тата карттӑсем те. Хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, мӗнле пӗлтерӗп-ши эп вӗсене ҫак чӑтма ҫук хурлӑхлӑ хыпара!» Хыҫалтан ун мӑйне ункӑласа илчӗҫ. — … вырӑс ҫыннисене!.. — кӑшкӑрчӗ Осип Михайлович, мӑйӗ ҫинчи йӑлла икӗ аллипе туртса пушатнӑ май. — Тӗслӗхрен, эпӗ сирӗн ҫине шиклӗх яма пултаратӑп. — Ҫапла-а, мужиксем кам ӑҫта мӗн тунине ӑнланса пыраҫҫӗ. — Юри хӑтланаҫҫӗ! — шухӑшланӑ хӑй ӑшӗнче Фома. — Сур пурин ҫине те, пирӗшти, сывлӑхна упра. Вӗсем тӗттӗмре пӗр-пӗр выльӑх аташса ҫӳрет, тесе шутларӗҫ пулмалла, эпӗ вара ун хыҫӗнчен пыратӑп, ҫавӑнпа мана вӗсем ҫийӗнчех асӑрхаман та. Ҫаврӑнса пӑхатӑн та — никама калама ҫук… Унтан вӑл алӑка ҫав тери хыттӑн туртса хупрӗ те, унӑн пӳлӗмӗнче темскер кӗмсӗртетсе ӳкрӗ. — Эпӗ ун ҫинчен мар, — сӑнтан пӑхсан, эсир аслӑрах та пек. Куласса вӑл Саня пекех кулать, анчах та Саня ҫутӑрах сӑнлӑ, ҫивӗт вӗҫӗсем те унӑн кӑтраччӗ, куҫӗсем сеп-сенкерччӗ. Ывӑнни ҫине пӑхмасӑрах пӗчӗк отряд тепӗр кун ирпе татах ҫул ҫине тапранчӗ. Икаренгипе Гарди сӑрчӗсен хушшинчи ҫул вӗсене питех те ывӑнтарчӗ. — Хулана. Хӑмӑшлӑхри Моисей Эхер те эсир «Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени» ятлӑ кӗнекене вуламан пулсан, ман ҫинчен нимӗн те пӗлместӗр. Старик килте пулман, Любовьпа тетӗшӗ столовӑйра чей ӗҫсе ларнӑ. — Ҫапла, аван пулнӑ пулӗччӗ, — Озеров мӗн ҫинчен каланине ӑнланмасӑрах килӗшрӗ унпа Андрей. Калӑр-ха ӗнтӗ, ыттисен ӗҫ мӗнле? Типӗ алӑллӑ Андрей, кӑкри умне ҫупа тата ҫӑнӑхпа вараланипе йывӑҫ хуппи пекех хытарса лартнӑ кӑвак куртка тӑхӑннӑскер, пӳлӗм тӑрӑх темле айӑккӑн, халь кӑна алхаснӑшӑн хӑйне каҫарнӑ ача пек айӑплӑн кулкаласа ҫӳрет. Кунтан лайӑхрах лаптӑк ниҫта та тупас ҫуккине вӑл хӑй те пӗлет, анчах ку пушши те паллӑ мар-ха. Апла, аҫу-аннӳ ури умне ӳксе йӑлӑнар. Анчах ещӗк кансӗрлет. Йӗри-тавра ҫавапа ҫулнӑ пек тӑкӑнчӗҫ вӗт-ха! Эпӗ унран сальдо ыйтрӑм, кӗтесри лавккара кӑшт полента илесшӗнччӗ, анчах вӑл мана кӗреҫепе ҫапрӗ. — Мӗнле мӑйӑх? — Чирлерӗм эп, Давыдов юлташ, ӗҫрен хӑтарсам мана паян. Вӑл мана хӑй ҫӑварне темиҫе хутчен уҫса хупса, хӑйӗн сӑмахне ӑнлантарса парать. Итлӗр-ха, Риккардо, вӑл ҫаплах ҫывӑрӗ-и? Ҫеҫенхир сукмакӗсем кашниех Люкноуск тракти ҫине тухаҫҫӗ. Эсир, пуян пулсан та, нимӗн те кӑтартса пама пултараймастӑр. — Эй турӑ! — тет вӑл, — нумай кирлӗ-и вара пире? ҫитменнине тата вӑл пуян-ҫке… Тома тулли чей кашӑкӗ эмел пачӗ те хӑй, шалтах хытса кайса, мӗн пулассине кӗтме пуҫларӗ. Николай Антоныч сывлӑш ҫавӑрчӗ те калаҫма тытӑнчӗ. Майорӑн куҫӗсем тӳрех йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, унтан вӑл хавассӑн кулса илчӗ те, парашют чӗнӗсене ҫыхнӑ чух тата кабина алӑкне хупнӑ вӑхӑтра пӗрмаях темле кӗвӗ юрлакаласа шӑхӑрчӗ. — Тен, тата мӗн те пулин калӑн? Мучи хуллен ҫеҫ пӑшӑлтатса илчӗ, ан илтӗнтӗр тесе вӑл хӑй ҫӑварне ҫавӑнтах аллипе хупларӗ: — Ну, Сергей, телей пирӗн, эсӗ мана ҫеҫ итле: эпӗ, тӑванӑм, пурне те пӗлетӗп! Вӑл мана, алӑ тӗлне пулсан, урӑ чух та хӗнетчӗ, нумай чухне, вӑл ҫывӑхра ҫапкаланса ҫӳренине курсан, эпӗ вӑрмана тараттӑм. Сирӗн чӗрӗр тӗрӗссипе ман енче пулмалла! Санин кӑмӑлсӑрланса кайрӗ. — Ах, ара ҫав, Вебера, — терӗ Анна Васильевна, унтан ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ; унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫине куҫҫуль пӑчӑртатса тухрӗ. Ҫак площадкӑран аяла ҫитиччен пӗр вӑтӑр чалӑш пулать, ытларах пулмасан. Аялта ҫивчӗ шӗвӗрлӗ чулсем. Ҫынсен пуҫӗсем ҫинче, ҫара ҫерҫисем пек вӗҫсе ҫӳресе, укҫа шӑтӑртатнӑ, — ҫынсем ун еннелле ӗмӗтсӗррӗн кармашнӑ, ылтӑнпа кӗмӗл янӑранӑ, бутылкӑсем чанкӑртатнӑ, пӑкӑсем шаплатнӑ, такам ӗсӗклесе макӑрнӑ, чуна кайса тивекен хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайнӑ: Савар-ха эппин, май килнӗ чухне,Кайран — хӑть тӗнче тепӗр май! — Ҫук ара! «Фокке-Вульф», пӗтӗм хӗҫ-пӑшалӗнчен персе, тӳрех ун ҫинелле ыткӑнса пынӑ. Ку мана — тьфу! Хӑйӗн суранне пӑхмасӑрах Гэндс тӗлӗнмелле хӑвӑрт ҫӳрет. Кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем урса кайнипе тата вӑйпа ҫӳренипе хӗрелнӗ пичӗ ҫине усӑннӑ. — Выльӑхсем ҫинчен кайран калаҫӑпӑр. Ҫак пӳртре эпӗ юлашки хут пултӑм. Паллах, итлетӗп. Саша куҫ харшине тӗксӗммӗн туртӑнтарчӗ, сӑнӗ яланхи пекех ҫирӗп те кӑшт хаяртараххӑн курӑнчӗ, сасси сӳрӗккӗн янӑрарӗ. Мыскара-пӑтӑрмахсӑр мӗнле-ха вара? Чӗркуҫҫи таран юн пулсан та… Ах, Полли аппа! Ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр мана, алӑкра чӑнах та вӑл мар пулсан, кукӑль ҫисе тӑраннӑ пирӗшти евӗр йӑвашшӑн та кӑмӑллӑн пӑхса Полли аппа тӑра парать. Пуринчен ытларах вӑл ҫине тӑракан ҫын пулнӑ. Курӑр, шухӑшлӑр! Манӑн тӑвансем… — Ну, пуҫларӗ пуп хӑй халапне! — ахӑлтатса кулчӗ Иманус. — Эх, мӗн тери лайӑх ҫурт лартма пулать-мӗн кунта! — терӗ вӑл сасӑпах, хӗрлӗ те чӑнкӑ хӗрриллӗ чул ҫыран умӗнче чарӑнса. Чул ҫыранӗ ҫул кукӑрӗсем хыҫӗнчен пӑхнӑ та халех тинӗселле сикес пек ҫакӑнса тӑрать. Директор перо нумай тӑнине питӗ юратать. Анчах чыслӑ, тӗрӗс, ӑслӑ тата вӗреннӗ ҫынсем ҫине налог вуҫех хумалла мар, мӗншӗн тесен вӗсем ҫавӑн пек ҫуралнипе ҫуралманнине, ҫакнашкал лайӑх енсем хӑйсен юлташӗсен те пуррине туйма, хӑйсем те ҫапла пулнишӗн хӑйсене чыслама пултаракан ҫынсем тупӑнма пултарас ҫук. Вӑл халӑх умӗнче сан ятна ярса ҫӳрет, эсӗ пур, нимӗн те чӗнместӗн. Юн хавхи — ту хушӑкӗсенчи кӗтӳсем патне, кӑвайтсем патне таврӑнни. Кирек мӗнле пулсан та вӑл тӑна кӗчӗ-кӗчех, тӑрса ларчӗ, пикенсех ӑшӑнма тытӑнчӗ. Автор королӗн чаплӑ ученӑйӗсемпе тавлашать. Анчах та инҫетре тупӑсем кӗрлеҫҫӗ. Илемлех мар пулин — интереслентерекен ҫын эппин! Унтан, вулӑс еннелле пӑхса, кичеммӗн те хуллентереххӗн каласа хучӗ: — Кун пекки пирӗн патра тупӑнмасть… Шутсӑрах лайӑх каҫса кайма пултарнӑ пулин те, ҫапах та вӗсем тарса хӑтӑлайман. Оленин вара, Лукашкӑна лайӑх тӑвас тесе тата тӗттӗм вӑрманпа пӗччен каясшӑн мар пулса, хӑйпе пӗрле Лукашкӑна яма ыйтрӗ те урядник ячӗ. — Эсӗ хӑвӑн хӗҫпӑшал ҫуккине манса каятӑн, мустангерӑн хӗҫпӑшал пур. — Миррӑран та, нардран та хӑватлӑрах сан тумӑвӑн шӑрши, — тет вӑл, ун хӑлхи ҫумне тутипе хӗрӳн сӗртӗнсе. — Ӗҫ ҫине куҫар. Институтка. Тытса тӑр лашана, фендрик. Анчах пирӗн ҫырмара шыв ҫерҫие те чӗркуҫ таран ҫеҫ вӗт-ха, а пусса сикме вара тавҫӑрса илеймен вӑл; ӑсӗ ҫитмен. Хӗнемелле пулман ӑна, пӗтӗм шкула пуҫтарса общественнӑй суд тумалла пулнӑ ун пирки. Эсӗ, ватӑ астроляби, пӗтӗмпех ухмаха тухнӑ! — Тен, лава ҫапла кӗрлесе анать пуль? — терӗ ӗненмесӗртерех Мюльреди. — Анчах сирӗн хӑрамалли ҫук, — татса каларӗ Галли. Нумай вӑхӑт хушши индеецсем йытӑсемпе ҫурӑмӗ ҫине тиесе турттармалли выльӑхсем вырӑнне усӑ курнӑ. Бригада генералӗ хваттере хулана куҫсан, ку ушкӑн тата та йышлӑланчӗ. Тӑлӑх арӑм Дуглас Гекӑн пӗтӗм укҫине банка хыврӗ. Полли мӑнаккӑшӗ ыйтнипе, Тэчер судья та Томӑн укҫине банка вырнаҫтарчӗ. — Ха! Катенька унпа пӗрле ларчӗ, кӑнтӑрлахи апата кӑна тухрӗ, вӑл темле кӳренчӗк сӑнлӑччӗ, ҫак сӑна амӑшӗнчен йышӑнни кӗретӗнех паллӑччӗ; Эпӗ, Фелимпа йытта хампа пӗрле илсе ҫавӑнта кайрӑм. Тверяков, хайне такам ӗнсерен чышнӑ пек, пуҫне сулчӗ. — Пуҫланӑ ӗҫӗре вӗҫне ҫитерме пултарнӑ тенӗ пек илтсеттӗм эпӗ, ҫав ӗҫе нумай вӑй хунӑшӑн сире манӑн чунтан-вартан тав тӑвас килет. Унӑн упанни пек ҫурӑмне, ҫухи таранах ылтӑн тӗслӗ кӑтрашка ҫӑм пусса илнӗ тӗреклӗ хӑмӑр ӗнсине анма пуҫланӑ йӑмӑх-хӗрлӗ хӗвел, ҫутине шеллемесӗр, ҫутатать. Каштанка! Унтан вӑраххӑн, хӑюсӑр, тӗттӗмре сукмак шыраса тупма тӑрӑшнӑ пек, вӑл Алексея Ильяпа ятлаҫса уйрӑлни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ, анчах нумай каламалла пулмарӗ; шӑллӗ ҫӑмӑллӑн та хыттӑн:— Ф-фу! Вӑл тӗлек курса выртнӑ мӗн: хуҫа ҫӑнӑхӗпе армантан тавӑрӑнать пек, ҫырма урлӑ каҫнӑ чух вӑл кӗпер айккипе кайнӑ та унӑн урапи путса ларнӑ пек. — Ҫӑл шывӗ пур-и тата? Люба тем пирки сасартӑк хӗрелсе кайрӗ, юриех тем ыратнӑ пек туса, питне пӗркелентерчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ. «Мӗнле хӑна тӑвас-ха ман сире, Иван Иванович?» ыйтрӗ судья. «Чей ӗҫмӗр-и пӗрер курка?» Ҫул пӑртак чалӑшса анаталла анса пырать, пусма вырӑнне картлашкасӑр чалӑшшӑн анса каймалли ҫавӑн пек вырӑнсем хӑш-пӗр авалхи ҫуртсенче халӗ те тӗл пулкалаҫҫӗ. Умра — ҫав тери капмар ӗҫ. Ну, ҫитӗ калаҫма! Казаксем ӑна сиввӗн йышӑнчӗҫ. Чемоданра темӗскерле йывӑр япала пур — ылтӑн пулас… Ха-а! — Эсир апла юрататӑр пулсан, урайне выртӑр; ак ҫакӑнта выртма лайӑхрах пулӗ, эпӗ сире тир сарса паратӑп. Аран-аран, ыратнипе час-часах кӑшкӑркаласа илсе, вӑл крыльца ҫине сӗтӗрӗнкелесе хӑпарчӗ те, кӑшт тӑхтасан, пӳрт алӑкне уҫрӗ. — Ҫавӑнта. Володя тӗрӗс шухӑшласа тата малашнехине витӗр курса калаҫни мана шалт тӗлӗнтерчӗ те, эпӗ ним ответлеме те пӗлмерӗм. Виҫӗ ҫул хушшинче Фома ҫинчен нимех те илтӗнменччӗ. Икӗ хутчен те урӑх чухне калаҫӑпӑр терӗ — ниҫтан пушанаймарӗ; тинех вӑл акӑ телефонпа чӗнтерчӗ те, эпӗ «Правдӑна» ҫитсе кӗтӗм. Эпӗ пӗр именмесӗр билетсем илтӗм те ответлеме хатӗрлентӗм; анчах профессор куҫӗпе Иконин ҫине кӑтартрӗ. Анчах эпӗ, тӗрӗссипех калатӑп, ҫакӑнтан тӗлӗнетӗп: ӑҫтан шутласа кӑлартӑн-ха эсӗ эпӗ сана пӗтерме шутланине е курайманнине? Вырӑс хӗрӗсем нумайӑшӗ качча тухасси ҫинчен шухӑшласа мар, халаплӑ юратупа пурӑнаҫҫӗ. — Ан ӗнен ӑна, усала, Давыдов юлташ! — халӗ ӗнтӗ ним ҫилленмесӗр кулса каларӗ стрепке. Портсигарӑма кӑлартӑм, хуппине савӑк шаклаттартӑм та ӑна пирус сӗнтӗм. — Ҫапла каларӗ те секретарь, ку ҫын мӗн тума пултарӗ-ши тесе хакланӑ пек, кӑштах тӑртанчӑкрах куҫ хупанкисем хушшипе Давыдова шӑпах куҫ шӑрҫисенчен тӗллесе, темӗнле ҫӗнӗлле, нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ. Ҫапла пулмасӑр ара; ҫаплах… Елена чылайччен Берсенев ҫинчен куҫне илмерӗ. Питӗ кирлӗ пулсан, эпеӗ сире кайран Австралин ҫӗрне кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле тӑватӑ хут каҫса ҫӳрени ҫинчен каласа паратӑп, а халь тата ҫак ҫынсен ячӗсене каласа тухсан ҫитет мана, вӗсем наукӑшӑн харсӑрланса кӗрешнӗ ҫынсем, Демистер Кларксон тӑванӗсем тата Харпер, Бёрк тата Уильс, Нейльсон, Уокер, Ленсборо, Мак-Кивлей Говит… Ватӑ упа пысӑк та ҫӑмламас. Эсир мӗнле хӑрушлӑхра пулнине пӗлес пулсан, мӗн калӗччӗ-ши ҫав илемлӗ хӗр? Паллах ӗнтӗ, нимӗн те тупаймарӗҫ, Давыдова крыльца ҫине талкӑштарса кӑларса тӑратрӗҫ. Е каялла вӑрхӑнса анас пек хӑратакан йывӑр колымагӑна хулпуҫҫисемпе тӗртсе вӑкӑрсене пулӑшма тивет, е ӑна авӑр тӗпне йӑваланса анасран тытса пымалла пулать, е тата, труках пӑрӑнса кӗмелли вырӑнсенче фургона сӗтӗрме вӑкӑрсене вӑрӑм турта кансӗрленӗ чухне, вӑкӑрсене тӑварса илсе вӗсен вырӑнне хӑйсен кӳлӗнмелле пулать. — Йӑнӑш, сударь, йӑнӑш! — ҫине тӑрсах тепӗр хут каларӗ те офицер, шыва пур еннелле те сирпӗтсе, ҫара кӑкӑрӗ ҫине хӗрес хурса, шыв ӑшнелле лаша пек кӗрсе кайрӗ. Голышевӑн сӑн-пичӗ, уйрӑмӑнах унӑн куҫӗсем, уҫӑ, ҫивӗч. Нумайӑшне эпӗ шӑпах тасалӑх енӗпе хама тивӗҫтереймен пирки тиркерӗм; юлашкинчен юрӑхлӑ хӗр тупрӑм. Кивӗ ҫуртӑн ҫивиттийӗпе стенисем ҫине хӑлхана хуплакан шавпалан шапӑр-р! тӑкӑнчӗ сасартӑк темӗскер. Вӑл тин ҫеҫ вӑранса, пӳртре, урай варринче, ҫӗнӗ утӑ ҫӗклемӗ ҫинче выртнӑ, лапсӑркка хӑмӑр пӗлӗтсем хупласа илнӗ тӳпе ҫине чӳрече витӗр синкеррӗн пӑхнӑ. Ҫак пӗҫерекен ҫӗртен тӳрех самолёт ҫунатти ҫине сиксе ӳкес тесе, Алексей малалла ыткӑнчӗ те сивӗ фюзеляж ҫине ҫапӑнччӗ. Эпӗ вара вӗсем патне, Папа облаҫне, хӗҫпӑшалпа боеприпассем ӑсатас ӗҫе хам ҫине илтӗм… Капитан карапа пӗрре е иккӗ портсене апат-ҫимӗҫ тата тӑварсӑр шыв илме илсе кӗртрӗ. Анчах эпӗ Даунса ҫитиччен карап ҫинчен пӗрре те анса пӑхмарӑм. Даунса эпир эпӗ ҫӑлӑннӑ хыҫҫӑн тӑхӑр уйӑхран, 1706-мӗш ҫулта июнӗн 3-мӗшӗнче ҫитрӗмӗр. «Новосел» председателӗ Стойко, паян мар пулсан — ыранах хӑйсен колхозне Сталин пырасса ҫирӗп ӗненекенскер, кӗтсе илмелли йӗркесене ҫирӗплетсе пама ыйтать. Эпӗ Томпа тавлашмарӑм, мӗншӗн тесен урӑххине нимӗн те кӗтменччӗ эпӗ, унӑн планӗ ансат пулас ҫуккине те малтанах пӗлсе тӑраттӑм. Пӗр эрне е иккӗ таттисӗр ҫӑвасчӗ! тетӗп. Унсӑрӑн пулса иртнӗ событисене тарӑнӑн анализлеме тытӑнсан… Калчасене те ҫумламалла, ҫӗртмине те тумалла, выльӑх-чӗрлӗхне те тӑрантарса усрамалла, урапа-ҫунасене те юсамалла… Анчах халӑхӗ ӗҫлӗ-ши? — Мӗнле расчет ҫук, сӗлли ӑна кунта 8-шар тенкӗ ларать пулсан! — терӗ Краут: — пайти пур ытлашши лаша тытса усрасран хӑтӑлма! Вӑл шӑппӑн портретран пӑрӑнчӗ, ун ҫине пӑхас мар тесе тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, татах унӑн куҫӗсем ирӗксӗрех портрет ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ. Эпӗ урам тесе шутлама вӗреннӗ пек урам таврашӗ ҫук кунта; ҫурт умӗнче лапра ҫырма сарӑлса выртать, икӗ ҫӗрте ун урлӑ ансӑр дамба каҫса каять. Ҫакна ним сӑлтавпа та ӑнлантарса пама май ҫуккине кура, Корчагин хуллен калать: — Ман урасем шыҫнӑ, эпӗ пӗр эрне хушши утма та чупма та пултараймастӑп. Комиссар хӑйӗн йывӑр, шыҫса кайнӑ аллине одеял айӗнчен аран-аран кӑларчӗ те ӑна Василий Васильевич алли ҫине хучӗ. Корольрен вӑл: «Ӑҫта каятӑр?» — тесе ыйтрӗ. Лешӗ ӑна: «Анаталла кайма тухнӑччӗ те, паян ирхине хула тӗлӗнче, леш енче, анса юлтӑм, — терӗ, — халӗ ӗнтӗ темиҫе миля тӑвалла хӑпарас тетӗп, унта тахҫанхи пӗлӗше курмалла», — терӗ. — Мӗн пулчӗ сана? — тепӗр хут ыйтрӗ хӗр, чунтанах пӑшӑрханса. — Вӑл матрос «Святой Марийӑран» пулнӑ. Эпӗ сана юратмастӑп… Ванокана ҫитиччен мӗнле вӗҫни ҫинчен, хамӑр штурман вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тӳремлӗхе географи карттине вуланӑ пек вуласа пыни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ. — Анчах эпир хӗвеланӑҫӗнчи ҫула текех асӑнар мар-ха, ҫинчен тата кунта (вӑл ӑҫта иккенне те кӑтартрӗ) питӗ ӑслӑ ҫынсем лараҫҫӗ. — «Илтрӗн пулсан, нимех те мар», — вӗлтлетсе кайрӗ унӑн пуҫӗнче. Залӑра, аякри ансӑр стена ҫуммипе, ломберлӑ темиҫе сӗтеле тӑтӑшшӑн лартса кайнӑччӗ те симӗс пуставпалан витнӗччӗ. Г-н председатель Буриш апологийӗ Крэнкбиле арестлес пирки йышӑннӑ приговора вуланӑ хыҫҫӑнах суд секретарӗ тепӗр ӗҫпе паллаштарма тытӑннӑ. Вӑл, хӑйӗн туйӑмӗсене пула, намӑсланчӗ, вӑтанчӗ. Эпӗ ҫӗнтерӳҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене каҫарма та пултаратӑп, — тесе шутлать вӑл. Ҫырмара юхса выртакан шывра эсӗ тӗнчене ҫутатса ӗмӗрне ирттернӗ ҫӑлтӑрсем епле ӳксе суннине куратӑн. Ҫӑрттан аллине асӑрхаттарса ҫӗклерӗ: — Эпӗ халех пӗтеретӗп, Андрюшенька. Вӑл яланхи япаласемпе ӗҫсем ҫинчен сахалтарах калаҫакан пулчӗ, анчах час та часах хӗрсе кайса, пуласси ҫинчен — ирӗклӗхпе ӑс-тӑн ҫӗнтерсен пулмалли ҫав тери ырӑ, ҫутӑ уяв ҫинчен пурне те ҫӗклентерсе ямалла хавхалантаракан сӑмахсем каларӗ. Игнатпа кумӗ Атӑл хӗрринчи трактирте эрех ӗҫсе ларнӑ, чӳречерен — пӑрпа пӗрле «Бояр пикин» ванчӑкӗсем юхса иртни курӑннӑ. Амӑшӗ пӗр хушӑ шухӑшласа тӑчӗ те:— Астумастӑп, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ. Хӑй ҫинелле ҫынсем пынине курсан, Власов аллине чул, хӑма е тимӗр татӑкӗ илнӗ те, урисене сарса тӑрса, тӑшмансене ним чӗнмесӗр кӗтнӗ. Тата, акӑ, хама-хам вӗрентме, ҫутта тухма та пултаратӑп. Улпут ҫурчӗ умӗнче ҫӑра курӑклӑ сип-симӗс улӑх сарӑлса выртнӑ. Болгари тата, вӑл уншӑнах мӗн чухлӗ кӑна нуша курса-чӑтса ирттермерӗ-ши… — Ну, Джим, эсӗ ку ӗҫӗн пӗлтерӗшне пачах ӑнланман. Чӑнах та ӑнланман. Пичче алӑка хытӑ хупса хӑварнипе пӗтӗм ҫурт чӗтресе кайнине илтсе, Марта чупса пычӗ те:— Кайрӗ-и мӗн вӑл!? — тесе тӗлӗнсе ыйтрӗ. «Уйӑх тӗттӗмленни» ҫинчен калакан сыпӑкра астрономсем Уйӑх тӗттӗмленесси ҫинчен авалтанпа малтанах пӗлтерме вӗренни ҫинчен каланӑччӗ. Эпӗ ӑна сквайр ҫӗр ҫинчи чи уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулни ҫинчен каларӑм. Вӑл вара кӑмӑллӑ сасӑпа, питне-куҫне култаркаласа, Сашӑна ҫапла каланӑ: — Эпӗ хам та туятӑп, — темӗн амакӗ ман чунӑмра та ӳссех пырать… Анчах сахалтан та тепӗр ҫирӗм тӑватӑ сехетрен тӑвӑл парӑсӗсене те пулин ҫӗклеме пулать пуль тесе шанчӗ ҫамрӑк капитан. Анчах урӑх нимӗн тумалли те ҫук, ирӗксӗрех вара вӗсем, хӑйсем савӑннӑ пек пулма тӑрӑшса, чӗлӗм кӑларма ыйтрӗҫ, кашниех вӑра черетпе туртса пӑхрӗҫ. Вӑл ӑйӑр мар, «лаши» чипер тени ӑйӑр выльӑхшӑн уйрӑммӑнах мухтанине пӗлтерчӗ. Татах чӗнмесӗр тӑма аван маррине туйса, Островнов самаях хыттӑн ҫапла каласа хучӗ: — Партие кӗме хут ытлашши пӗлсех каймастӑп эпӗ. Вӑл ун ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Акӑ Сережка, ҫак казак ачи пекех, кӗмӗл катари пӗр-пӗр хыр айӗнче пӗчченех ораторла вылять. Эх, нарастаран тӗл пулнӑ эп сире! Ваҫили Андрейч лашине ҫавӑрнӑ та ял тӑрӑх каялла кайнӑ. Атлантсен раси ҫичӗ халӑха пайланнӑ. Ывӑлун ӗҫлеме вӑхӑт. Вӑл татах пӗр саманта шӑпланчӗ, унтан ҫапла хушса хучӗ: — Эсир пӗлетӗр-и, мӗн пулса иртнине эпӗ хам та лайӑхах ӑнкарса илейместӗп. Пурте кулса ячӗҫ те килӗшетпӗр тесе кӑшкӑрчӗҫ. Е икӗ минута ҫеҫ кая юлса ҫав ҫул урлах каҫрӑм пулӗ. Папӑн светски влаҫӗ-и? Тепӗрне ярса тыт та хӑвӑртрах тухса вӗҫтер, унсӑрӑн — турӑ ан хуштӑр та — манӑн карчӑкӑм сисме ӗлкӗрӗ, вара пире иксӗмӗре те ӑшчиксем пӑтранса тухичченех пӑскӑртса тӑкӗ!» — тенӗ. Ӗҫ ытла та ӑнӑҫлӑ пулса тухнипе калама ҫук хытӑ савӑнса кайнӑ Щукарь иккӗмӗш чӑхха ярса тытать те вӗрлӗк карта урлӑ каҫса малалла сирпӗнет. Эпӗ хула хапхи патнех чупса ҫитрӗм, ун чухне юлашки ҫар хулана кӗретчӗ. C`est tout simple — en bois da раlme. Стефчов вӑхӑтлӑха тытӑнса тӑчӗ, вӑл Радӑна аллинчен тытса чӑмӑртарӗ, ӑна хӗрелнӗ пит ҫӑмартинчен чӑрсӑррӑн чуп туса илчӗ. Ҫапла ӗнтӗ Машӑн хут вӗренесси, пӗчӗк чухне мамзель Мими ертсе пынипе пуҫланнӑскер, ҫакӑнпа вӗҫленнӗ те. Мамзель Мими Кирила Петровичӑн ҫывӑх килӗштерсе пӗрле пурӑннӑ хӗрарӑм пулнӑ. Ӑна вӑл пысӑк ӗҫсем шанса панӑ. Анчах та ҫав ҫывӑх пурӑнни ытла та куҫа курӑнакан пулса тӑрсан, улпутӑн ӑна шӑппӑнрах урӑх имение куҫарма тивнӗ. Кунта хӑйсен паттӑр штурманне ҫухатнӑ карап ҫинчи матроссем пухӑнса тӑнӑн туйӑнать. Ӑнланмалла. Анчах ҫак кун йытӑ ҫиллессӗн, вӑхӑтран вӑхӑта хаяррӑн вӗрме тапратрӗ. Динго халь «Пилигрим» палуби ҫинче Негорӑна курсан мӗнле вӗрнӗ, ҫавӑн пекех хытӑ вӗрчӗ. Тумланасса та урӑхла тумланнӑ, калаҫасса та урӑхла калаҫатӑн, йыттуна та пирӗн пек йыхӑрмастӑн», — тенӗ Лиза. Тем тӗрлӗ асаплӑн кӗте пуҫланӑ вара вӑл хӑй Дуньна лартса янӑ тройка таврӑнасса. Эпӗ пӗчченех пурӑнатӑп, хутран-ситрен аппа кӑна пыркалать. Старик кунсерен йывӑрланса пычӗ, аташа пуҫларӗ, вӑхӑт-вӑхӑт хӑйӗн ҫылӑхӗсем ҫинчен, Липинца ҫинчен тата турӑ ҫав Липинцӑна урӑх курма хушманни ҫинчен калаҫакан пулчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ун пуҫне ӑна пит-куҫне пӗркелентерсе уҫӑмлӑ мар сасӑсем калаттаракан шухӑш пырса кӗрет: ку вӑл Капеле мосье ҫинчен тата ҫав ҫӗвӗҫе памалли 678 тенкӗ парӑм ҫинчен аса илни. Вара вӑл хӑй ҫӗвӗҫе тата ҫулталӑк хушши кӗтме ыйтса тархасланӑ сӑмахсене тата ҫӗвӗҫӗн пит-куҫӗ ҫине тӗлӗннине тата шӑпана пӑхӑннине пӗлтерекен сӑн тухса тӑнине аса илет. Том мелкипе хуллен пусса калла-малла сӗрчӗ, сӑрланӑ хӳмене пӑхмашкӑн пӗр ик-виҫӗ утӑм каялла чака-чака тӑчӗ, унта-кунта тепрер хут сӗре-сӗре илчӗ, вара каллех хӑй мӗн тунине тишкӗрсе пӑхрӗ. Бенӗ ун хусканӑвӗсене куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ, ҫав ӗҫпе интересленнӗҫемӗн интересленсе пычӗ. Эпир хулана пырса кӗнӗ чух унӑн урамӗсем вырсарникунхи пекех пуш-пушӑ та шӑп, пӗтӗм халӑх вилсе пӗтнӗ тейӗн. Вӑл яланах тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ. Володя Ҫапла хам пурнӑҫӑн ҫак тапхӑрне ҫырса кӑтартасси малалла шунӑҫемӗн вӑл маншӑн йывӑрланса, хӗнленсе пырать. Тепӗр кун ирпе, сакӑр сехет ҫитсен, пӗчӗк отряд татах ҫул ҫине тапранчӗ, унӑн пуҫӗнче мадрила, хыҫалтан пеонсем пыраҫҫӗ. Пӗр ҫаврӑм сухаласа ҫаврӑнаҫҫӗ те чӗлӗм туртма лараҫҫӗ, пӗр ларсан, тӗртсе те тӑратаймастӑн вара. Ҫулталӑкӗ-ҫулталӑкӗпе алхасса ҫӳрет, хыттӑн каласа хӑртать те, халӗ ӗнтӗ ура патӗнче йӑваланать! Оленинӑн чӗри хытӑ тапать. Юлашкинчен, эпӗ кив йӑласемпе пурӑннӑ акӑлчан ҫыннисене чӗнтерме ыйтрӑм. Ку кӗсре Титокӑн пулнӑ, ку выльӑх раскулачить тунӑ кулак ҫемйинчен. Эпӗ выртрӑм та, Хохола: — Урана мӑкӑлтанӑ, — терӗм. Мӗншӗн? — Пурӑнасса мӗншӗн пурӑнмалла? Вӗсем пӗр-пӗрне юратнӑшӑн манӑн кӑмӑллӑ пулмалла, эпӗ вӗсене пулӑшрӑм… Вӑл ҫав тери юхтарса сехечӗ-сехечӗпех калаҫма пултаратчӗ. Лере, ав, хӗҫпӑшаллӑ казак, кордонран ыйтса тухнӑскер, пӳрт патне юланутпа ҫитсе тӑрать те чӳрече умне пӗшкӗнет, шаккать. — Ку йывӑрах мар, — терӗм эпӗ, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке ҫине цифрсем лартса. Ольховка ҫыннисем пурте ҫӑра пылчӑк ҫийӗпе лачлаттарса, ял хыҫнелле чупрӗҫ. Мана хамӑн пилӗк ҫуллӑх план кирлӗ, хирӗҫлеме пултараймастӑр. — Ҫук. Ҫывӑр, старик. Э!.. сире начар тӑвас мар. Ҫӗр ҫинче мӗн кӑна пулса иртет, ҫавсем пурте уншӑн пирӗн хӑвӑртрах Туркестана каймалла тенине пӗлтереҫҫӗ иккен. — Государь! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, темӗн пулнӑ пек. — Эпӗ айӑплӑ, эпе сире суйрӑм; анчах сире Гринев та улталать. Хорунжи пырса стакана илчӗ те хӗрӗпе тем пӑшӑлтатрӗ. Кирек мӗн пулсан та географа пурте тӗлӗнмелле майпа ҫӑлӑнса тухнӑшӑн пӗтӗм чӗререн мухтарӗҫ, ҫапла вара иртнисем ҫинчен асӑнса илсе, паян мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗҫ. Ну, савӑннипе эпӗ сиккелесе илтӗм. — Чӑтайми пултӑм. Итлӗр-ха, Алексей Вениаминович, эсир ӑна юрататӑр вӗт-ха, эпӗ курмастӑп-им? Вӗсенчен нихӑшӗ те эпир калаҫнине ӑнланма пултараяс ҫук; вӗсенчен нихӑшӗ те эпир йӗркеллӗ арҫынсем, вӗсем ҫинчен калаҫнине тӑмаҫҫӗ! Вӗсем французла калаҫрӗҫ; — мана, астӑватӑп, Зинаида питӗ тӗрӗс калаҫни тӗлӗнтерчӗ. Йӑлкӑшаканни мӗнпурӗ те виҫ-тӑватӑ ҫӑлтӑр ҫеҫ юлчӗ. — Ӑҫта сирӗн Петр, инкеҫӗм? Ола, сеньор Креспино! Кусем пурте пӗчӗк вырӑнта ӗҫлекенсем пулнӑ — суту-илӳ фирмисенчи вак служащисем, приказчиксем, музыкантсем. Кунта нихҫан та никам килсе тухмӗ, тискер кайӑксем кышласа янӑ шӑммисене никам та тирпейлесе пытармӗ. Ҫак тапхӑрта шаккани илтӗнмесӗрех алӑк уҫӑлчӗ те пӳлӗме гостиницӑри хӗрарӑм-тарҫӑ пырса кӗчӗ. Вӗсен инкекӗшӗн вӑл хӑйне айӑпларӗ. Уэлдон миссис та унчченхи ҫулти юлташӗсем ҫинчен хурланмасӑр аса илме пултараймарӗ. — Епле илемлӗ курӑнать, — терӗ юлашкинчен Элен. Гленарван пӗлӗт ҫине юлашки хут пӑхрӗ. Хура пӗлӗт пур ҫӗртен те хупӑрласа карӑнать. — Мӗн пирки шухӑша карӑн-ха салтак? — ыйтаҫҫӗ унтан. Сергей анаслама, карӑнкалама тытӑнчӗ. Анчах хӗрарӑм… хӗрарӑм ним шутласа тӑмасӑрах турра ӗненекен ҫын пулмалла. — Ан йӗрӗр, тусӑм, — терӗ Уэлдон миссис. — Ҫапла, Биллин ҫавӑн пек йӑла пурччӗ, — терӗ Израэль. Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать. — Нихӑҫан та курман эпӗ сан пеккине. — Сирӗн вуҫех те пӑхас килмест вӗт… Шӑп кӑна ҫавӑн пек Европӑра та. Чун хевти ҫитменнине пула, ҫав ҫынсем ялан салхуланаҫҫӗ, катӑк ӑслӑ пулаҫҫӗ, культурӑсӑрланаҫҫӗ, ухмаха тухаҫҫӗ, иртӗхсе каяҫҫӗ. Эсӗ ман пек маттуртараххисем патне пырарах пар! Унтан, пуҫне ман енне тайса, ырӑ сунчӗ, вара каллех сентре ҫине хӑпарса выртрӗ. Иртсе пынӑ чух вӑл тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем купаласа тунӑ брустверсене, траншейӑсемпе тупӑсене курчӗ, хӑй ҫулӗ ҫинче выртакан осколкӑсемпе бомбӑсем ҫине пыра-пыра такӑнчӗ, — ҫаксене вӑл пурне те, тупӑсенчен персе тӑнипе пӗр вӗҫӗмсӗр ҫуталса тӑраканскерсене, пӗрре кӑна мар курнӑ, лайӑх пӗлет. — Тупата та! — Турӑ кӗнекисенчен, хисеплӗ доктор. Ҫыру тытнӑ казакӗ сулӑнса кайрӗ те лаша ҫинчен ӳкрӗ; ыттисем каялла вӗҫтерчӗҫ. Мана ҫил унта та витӗр илес ҫук, эпӗ — пиҫӗхнӗ!» тет. Санпа ахаль те Никифорыч интересленет-ха. Ҫамрӑк гусар именчӗ. «Эпӗ нимӗн те шухӑшласа кӑлараймастӑп!» — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Манӑн куҫ умне унӑн аллисем тухса тӑчӗҫ. Ҫак сӑмах Рене-Жана хӑй мӗн тӑвас тенине тума хӗтӗртрӗ пулмалла. — Хӑвӑр кам пулатӑр вара ҫак эсир? — ыйтрӗ шикленсерех. Эпӗ ӗнтӗ темиҫе хут та ҫырма тытӑнса пӑхнӑ. — А эсӗ совет ҫынни вӗт. Воропаева пӗчченӗн те, Америка матросӗсен ушкӑнӗпе те сӑн ӳкереҫҫӗ, хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсене вӑл мӗн пуррине пӗтӗмпех парса пӗтерчӗ: Хура тинӗс ҫывӑхӗнче пурӑнакан пӗр ӑстаҫӑ дюралюминирен тунӑ портсигара, пӑшал гильзинчен тунӑ зажигалкӑна тата пластмасса авӑрлӑ пеккине; ун вырӑнне хӑнасем те ӑна пӗр ултӑ авторучка, алӑ пуснӑ ҫур доллар, слюдаран тунӑ футлярӗ ӑшне пӗчӗкҫӗ лампочка вырнаҫтарнӑ пирки ҫутӑлакан ытарма ҫук кӑмӑллӑ кӑранташ тата Америкӑна хӑнана чӗнсе ҫырнӑ вунпилӗк сӑнӳкерчӗк пачӗҫ. Юханшыв ку тӗлте питӗ сарлака, унӑн икӗ енӗпе ҫӑра вӑрман ӳсет; пӗр уҫланкӑ та, пӗр ҫутӑ вырӑн та курӑнмасть. — Вӑл акӑ мӗне пӗлтерет, — терӗ хӑйне ӑслӑ пек тытакан чиновник, –эпир ҫак пурлӑха Кирила Петрович Троекуров аллине илсе пама килтӗмӗр, ыттисене хӑйсен ирӗкӗпе, чӑркӑшса-мӗн тӑмасӑрах, кунтан тасалма ыйтатпӑр. «Часах Морис Джеральдӑн чунӗ тухать», — тесе шухӑшларӗ ҫавӑнта тӑракан кашни ҫынах. Аэлита манпа юнашар чухне эпӗ мӗн тӳссе ирттерни-туйни шӑпах та — пурнӑҫӑма хамӑн ӳтӗн пӑр пек пӗчченлӗхне кӗртни-йышӑнни…» Мӗн вӑл революци? Паллах, вӑл питех те ӑслӑ хур пулнӑ иккен; вӑрӑммӑн такӑлтатса илнӗ хыҫҫӑн вӑл кашнинчех тӗлӗнсе каялла чакнӑ та, хӑйӗн сӑмахӗшӗн хытӑ савӑннӑ. — Пурӑнатпӑр. Наталья шурӑ кӑмака ҫумне таянса палӑрми пулчӗ, Петр алӑк хыҫне тухрӗ, унта, тӗттӗм ҫӗрте, вӑл, Баймакова кӳренсе, хӑраса, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатнине илтрӗ: — Мӗн тӑватӑн-ха эсӗ, Петр Ильич, мӗн эсӗ, — мана та, хӗрӗме те намӑс кӑтартас тетӗн-и? — Мистер Бертон, — ҫӗнӗрен пуҫларӗ полковник темиҫе минут чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — эпир пӗркун калаҫнӑ сӑмахах пуҫлӑпӑр. Халь ӗнтӗ хӗрарӑм вӑрӑммӑн тӑстарса кӑшкӑраймасть: унӑн ҫӑварне пыр тӗпӗ таранах Половцев юбка тӗркелесе чиксе лартрӗ. Куҫ умӗнче мӗн курӑнса ларнине йывӑҫ тесе калама пулмасть пулин те, ҫапах кунта йывӑҫ йышши ӳсентӑран пачах ҫук теме юрамасть. Анчах кун хыҫӗнчен илемсӗр туйӑм-сисӗмсем ӑна татах ҫӗнӗ вӑйпа ыталаса илчӗҫ. Ӑна хӑй лӑпкӑн, сӑмахсем пирки тытӑнса тӑмасӑр, вӗсене ҫӑмӑллӑнах тупса калаҫни кӑмӑла кайрӗ, ҫавӑнпа вӑл калаҫу лайӑхах пӗтессе шанчӗ. Оля платьесем ҫакса усрамалли шкаф алӑкӗ хыҫне пытанса урӑх тум тахӑннине Алексей тӳсӗмлӗн кӗтсе тӑнӑ. Нихӑҫан та ӑна хӑйӗн хӗрӗ кун пек хитрен курӑнман: вӑл ирӗксӗрех ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхса савӑннӑ. Тияккӑн ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче пурӑнать, чӳречисем хыҫалти картишне тухаҫҫӗ; алӑкӗнчен кӗрес пулсан, малти картишне иртмелле. — Ну ну, — шӳт туса каларӗ Уҫӑпӗ, — сыхласа та пӑхса усра, турӑ сана пулӑштӑр! Виктори королева кунта судносемпе ҫарсем яма хатӗрленнине кӑшт ҫеҫ астутарса, вӑл ҫулпуҫсене вӗсен влаҫне никам та тӗкӗнменни ҫинчен, вӗсем хӑйсен ирӗкӗнчех юлни ҫинчен каласа ӗнентернӗ. «Ҫапах та ҫӗрсем королевӑн аллине куҫмалла, сире вӑл уншӑн нумай ырлӑхсем туса парӗ», тесе хушса хунӑ вӑл. Ҫулпуҫсенчен нумайӑшне ку килӗшӳн усси ҫук пек туйӑннӑ, вара вӗсем ӑна ҫирӗплетсе паман. Анчах Гобсон капитанӑн хаклӑ парнисемпе шантарсах каланӑ сӑмахӗсем дикарьсене хӑй енне ҫавӑрнӑ, вара ҫулпуҫӗсем Ҫӗнӗ Зеланди Англин протекторачӗ пулса тӑнине те йышӑннӑ. Ҫак кунтан пуҫласа «Дункан» Клайд заливӗнчен тухса кайнӑ куна ҫитиччен мӗн-мӗн пулса иртнисене Паганель пурне те аван пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа вӑл вӗсем ҫинчен тусӗсене пӗр турткаланмасӑр каласа парать. — Кун ҫинчен эпӗ сире пӗрре ҫеҫ мар каланӑ, — терӗ Паганель, ҫулҫӳревҫӗсем панӑ ыйтусене ответлесе. — Ҫӗнӗ Зеландире хастарлӑ халӑхсем пурӑнаҫҫӗ, ахальтен мар вӗсем, пӗрре Гобсон ӳкӗтне парӑннӑскерсем, кайран кашни вершук ҫӗрӗшӗн кӑкӑрпа тӑрса кӗрешнӗ. «Туршӑн, туршӑн, ҫук вӑл! Ҫыран хӗррин тикӗс мар йӗрӗ пӗрре ҫӳлелле улӑхса, тепре аялалла анса, чӗрене кӑмӑллӑн хускалтарать, — манӑн ырӑскер, ҫынсемшӗн кирлӗскер пулас килет. Ватӑ казаксенчен хамӑрӑн пӗтӗм ҫӗре лайӑх пӗлекен ҫынна полевода суйламалла. — Питех кирлӗ-и вара? Илемлӗ калаҫма пултаракан ораторсемпе ҫивчӗ ӑслӑ, савӑнӑҫлӑ ҫынсем вара ӑнтарсах пыраймаҫҫӗ, ытларах ҫыпӑҫуллах та калаҫайман е ытлашши сӑмах ваклама юратман ҫынсем ҫӗнтереҫҫӗ. — Ӑҫтан илсе килеҫҫӗ, Грознӑйран-и? — ыйтрӗ Оленин. — Эсир нихӑшӗ те мана юратмастӑр, эпӗ мӗн тери телейсӗррине ӑнланмастӑр! Юман каскисем патне ҫитсен, сулахаялла пӑрӑнатӑр. Паллах, Фелим патӗнче хӑна пулассишӗн мар Луиза Пойндекстер хӑй каяс ҫула улӑштарнӑ. Чӗрем ыратса пӑчӑртанать. Ку каретӑна эпӗ ҫийӗнчех палласа илтӗм: вӑл пирӗн директор карети. — Апла пулсан, кала-ха, мӗншӗн Маша Ду6ровскине качча тухман? Вӑл хура та тачка пӗлӗтсем хупӑрласа илнӗ хӗвел паҫӑрах пытаннине те, авӑк ҫил йывӑҫсем хушшинче шавланине тата хӑйӗн кӗпи аркине пӑтраштарнине те, ҫул ҫинчи тусан сасартӑк юпа пек ҫӗкленсе ҫул тӑрӑх шунине та асӑрхамарӗ… Мана арҫынсемпе хӗрарӑмсем пӗр-пӗрин ҫине епле пӑхни ҫав тери интереслентеретчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ҫавна уйрӑмах ҫивӗччӗн сӑнаса пыраттӑм. Пӑчлантӑр вӑл унта!..» Анчах лешӗ хускалмарӗ. Йӑлӑм тӑрӑх каҫакан ҫул ҫинче ҫаплах пӗр ҫын та курӑнмарӗ. Вӗсам, мэр алӑкӗсем патӗнче тӑрса, минчетрен тухакан кашни мӑшӑрах:— Муниципалитетра мӑшӑрланнисем! — тесе кӑшкӑрашса ӑсатса яраҫҫӗ. Параднӑй крыльца ҫине эпӗ шикленкелесе хӑпартӑм, ун алӑкӗ умӗнче чаплӑ туя тытнӑ швейцар тӑрать. Вӑраххӑн шӑвать караван, вӑл хыпашласа пырать темелле. Профессор Лиденброк нимӗн тӑваймасӑр тулашса, ҫилленсе ҫӳрени ҫинчен эпӗ каласшӑн та мар. Таҫтан хӑяматран ҫав коммунистсем килсе тулчӗҫ те хӗстереҫҫӗ те хӗстереҫҫӗ, кунтан кун кӑмӑла килмен ӗҫсем хутшӑнса пыраҫҫӗ. Эпӗ ҫав калаҫӑва каллех аса илтӗм. Картишӗнче унӑн тройки пулман. Шкула пырса кӗнӗ хӗрачана курсан, Томӑн чунӗ питех савӑнса кайрӗ. Унтан ҫӗрелле пӗшкӗнсе темле хулӑ илчӗ, ӑна аллинче выляткаласа шурлӑх еннелле утрӗ. Урама тухсан, вӑл хӑйӗн аллинче чемодан пуррине туйса илчӗ, унпа ним тума аптранипе чарӑнса тӑчӗ, унтан каялла каяс мар тесе шут тытса, иккӗмӗш хута хӑпарчӗ; ҫав вӑхӑтра унӑн чӗркуҫҫийӗсем вӑйсӑррӑн тӑр-тӑр чӗтрерӗҫ — тинӗс ӑна чылаях хавшатнӑ пулас. Эсӗ лашапа уҫӑлса ҫӳрессине эпӗ пӗртте хирӗҫ мар. Мӗн чухлӗ ҫӳрес килет, ун чухлӗ ҫӳре, анчах санпа пӗрле кам та пулин ҫӳретӗр. Генрипе е Кассийпе пӗрле тухса ҫӳре. — Ах, эсӗ, шуйттан пукани! Хамӑн пурнӑҫӑмра мӗнпурӗ те пӗр ҫав ҫынран ҫеҫ хӑранӑ эпӗ! Матрос виле пекех шурса кайнӑ. — Пирӗн патра: Седова, Крикунова, Абрамова тата пилӗк ҫынна, ҫамрӑкраххисене. — Калӑпӑр, вӑл та сана юратать, — чӑн та, эпӗ ӑна шанмастӑп, — анчах ҫапах та юратать, тейӗпӗр! Ҫӗр ҫийӗн куҫса пыракан ҫӑлтӑрсем пекех, сӑрт тайлӑмӗпе «шӑши куҫ» ҫутисем чупса иртрӗҫ. Ку — бригадирсем кӗреҫесем илме чупрӗҫ. — Ку апата кам валли илсе каятӑн эсӗ? Вӑл манпа юнашар ларать, хушӑран анне ҫине пӑха-пӑха мана вӗрентет. Огнянов Бяла Черкваналла васкаса утрӗ. — Назанский килте-и? Тавернӑран икӗ урама тухма пулать. Икӗ алӑкне те ярах уҫса янӑ, лутра та ирӗклӗ пӳлӗмре тапак тӗтӗмӗ явӑнса тӑрсан та, ҫутӑ ҫителӗклӗ таран пур. Яхта ҫинче пӗрмай ҫанталӑк ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Вӑл ӗнтӗ паллах. Сасартӑк — тӗлӗнмелле япала пулнӑ! — ҫӑмха пек, ҫавраҫил пек ҫапӑҫакан самантрах чарӑннӑ. Ну, йӗкӗт хӑйне пӗтӗмпех тискерлетсе хунӑ! Ҫылӑхӑмсем ӗнтӗ санӑн умӑнта ҫырлахмасӑр юлас ҫук… Вӑл ял хӗрринчи шӑлан пахчипе иртсе пынӑ чух ӑна хӗҫ-пӑшаллӑ тӗрӗксем чарса тӑчӗҫ. Вӗсем хуралҫӑсем иккен. Тата манӑн кун ҫинчен ахаль те аса илес килместчӗ, — Атӑл ҫинче ҫав тери лайӑх, ирӗклӗ, ҫутӑ. Арҫын хӗрарӑм ҫине мӗнле пӑхнине эпир пӗлетпӗр-ҫке: «Wein, Weiqer und Gesang», поэтсем те сӑвӑсенче ҫаплах калаҫҫӗ. — Доктор, тен эсир Розалия Наумовнӑна та паллаттӑрччӗ пуль? Эпӗ пӗлетӗп: ҫав ырӑ сӑн-сӑпатлӑ ҫын эпӗ курна ҫынсенчен пуринчен те ӑслӑрах ҫын, анчах мӗне вӑл юратать-ха, мӗне кураймасть? Хӑйсен тӑшманӗсене, пир-авӑр тӗртекенсене тӗл пулсан, вӗсемпе ҫапӑҫма тытӑнса кайрӗҫ: Яковлев тухтӑра патакпа ҫапрӗҫ, ватӑ старик-аптекаре Окана пӑрахрӗҫ; Кайрӑмӑр выляма, Ромашевич-Ромашевский, эпӗ сана хӗрлӗскерне паратӑп. Капитан Джон фок, брамсель тата марсель лартма хушрӗ, ҫакна пула «Дункан» сахалтарах силленекен пулчӗ. — Ӑҫта вара ман чӑматан? — хӑй те кӗтмен ҫӗртен сасартӑк хыттӑн ыйтрӗ амӑшӗ. Ытларах систерес тесе, салтак турилкке ҫинчен йӗпеннӗ ҫӑкӑр татӑкне кӑшт ҫӗклесе кӑтартрӗ. Ҫапах та вӑл тутӑр витӗрех мӑкӑртатса пычӗ: — Эсир мана ҫапнисене манмӑп-ха, савнӑ чунӑмсем… Вӑл хут ҫӗленсем яма, кӑвакарчӑн хӑвалама, чушкӑлла выляма, хӑваласа ҫитмелле тупӑшма юратать, яланах ача-пӑча вӑййисене, тавлашӑвӗсене хутшӑнать. «Вӗлерӗҫ, асапланӑп, хӗн курӑп, никам та макӑрмӗ!» Вӑйлӑн хӗсрӗҫ вара козаксем: пӗтӗм ретсене пачах пӑтраштарса ячӗҫ. Кала малалла, Василий… Пурте эпир — парасшӑн мар, илесшӗн пурӑнатпӑр… Ман ума стена пек ыйту тухса тӑчӗ: епле-ха апла? Унта ҫапла ҫырнӑ: «Подзорная труба» тӑвӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче пысӑк йывӑҫ С. С. В. енчен С. еннелле ларать. Скелет утравӗ В. Ю. В тата В. еннелле вырнаҫать. Вунӑ фут. Сильвер тулли ирӗклӗхпе усӑ курса пурӑнчӗ, эпир хӑй ҫине сиввӗн пӑхнӑ пулин те, каллех хӑйне пирӗн умра, хисеплӗхпе туслӑха юратакан тарҫӑ пек тыткалама тытӑнчӗ. Алексей пирӗн хӗрсене хӑй ҫине мӗнле пӑхтарма пултарни ҫӑмӑллӑнах курӑнса тӑрать ӗнтӗ. «Ҫук, кошевой, сан канашу тӗрӗс мар!» терӗ вӑл: «эсӗ йӑнӑшатӑн, эсӗ ляхсем тытса кайнӑ пирӗн ҫынсем вӗсем патӗнче тыткӑнра юлнине манатӑн пулас. — Мӗн? — терӗ вӗсене Шубин: — господасем юрлама пӗлмеҫҫӗ пулас? — Лӑпкӑ-ӑ? — ӳлесе ячӗ Кукушкин, мужиксем патнелле ыткӑнса. — Пӗрмай кулать… Унӑн ҫил ҫулласа якатнӑ тӑрринче пӗлтӗрхи армутипе сарӑ чечекӗн сап-ҫара тунисем хурлӑхлӑн чӑштӑртатса лараҫҫӗ. — Ҫӗнӗ хыпар мар. Катя ун патне каймарӗ. — Эпӗ. Ҫакнашкал минутсенче Лятьевский, кӗнекине хурса, пӗртен-пӗр куҫне хӗссе илет, мӑшкӑлласа кулма пӑхать: — Санӑн ухмахлӑху тӗлӗнтерет мана, калама ҫук тӗлӗнтерет! Вӑл кашни каҫ майӗпен ӳссех пырать, мӗншӗн тесен Уйӑх пирӗн еннелле ҫаврӑннӑ май Хӗвел ҫутине ытларах та ытларах кӑтартать. Муани-Лунга министрӗсенчен пӗри хӑй хуҫи патне сӳнтерме тесе чупса пычӗ. Анчах министра та, патшаран кая мар эрехпе лӳшкеннӗскере, ҫавӑнтах вут хыпса илчӗ. Максим Максимыч апат пӗҫерме питӗ ӑста: фазана вӑл тӗлӗнсе каймалла лайӑх ӑшаларӗ, ӑна тӑварланӑ хӑяр шывӗпе сапрӗ; тӳррипех калас пулать вара, вӑл пулман пулсан, типӗллех ҫимелле пулатчӗ ентӗ манӑн. Эпӗ ҫапла шутларӑм: ӑна облаҫӗ ӗҫлеме илес, хӑйӗн ӗҫӗ ҫине аякран пӑхма май парас… Хӑш-пӗр ялсене тӗппипех ҫунтарса янӑ, тин ҫеҫ пушар пулнӑ вырӑнсенче вара, ҫап-ҫара кӑмака мӑрйисем хушшинче ҫынсене ҫакса вӗлермелли каштасем туса лартнӑ, — вӗсем ҫинче ҫаруран стариксемпе хӗрарӑмсем тата сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ та ҫара кӑкӑрлӑ хӗрсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Сасартӑк Миките: — Ку хайхи Кӑршка-кассиех вӗт, — тенӗ. — Кӗҫӗр ҫӗрле. — Каҫарӑр… Ҫак виҫӗ ҫутӑ пӗлӗтре ҫакӑн пек вырнаҫасси вӑхӑтран вӑхӑта пулса пырать. Ҫак ҫыру ҫинчен пӗлсен, хула магистрачӗ мана хӑйсен государствипе туслӑ пурӑнакан ҫӗршыв посолне йышӑннӑ пекех хисеплесе йышӑнчӗ. Кӑна каласан, Иван Иванович пуҫ тайрӗ те ларчӗ. Чаршав ҫӗкленчӗ… Сцена ҫинчи сарса хунӑ вырӑна, карса хунӑ чаршавсене, эмел кӗленчисене, ҫутӑ ӳкесрен хупӑрланӑ лампӑна курсан, Елена шартах сикрӗ… Кунта часах ҫӗнӗ чугун ҫул вагонӗ ҫине лартӑмӑр та, Гольштинири пекех тӳрем ҫӗрсем тӑрӑх кайрӑмӑр. Луиза ҫав ответпа ҫырлахнӑ пек туйӑнчӗ. — Мисс Пойндекстер тӗрӗс калать. Анчах сире чӑрманма кирлӗ-ши? Халӑх нимӗн те сисмен. Хальхи вӑрҫӑ — вӑрҫӑ мар. Унта: «Карл Иванович Мауера» — тесе ҫырнӑ. Пӗррехинче, чей ӗҫнӗ чухне, амӑшӗ ӑна сӗт ярса пама тӑчӗ те кофта ҫаннипе ҫаклатса стакана тӳнтерсе ячӗ, хӑйне вӗри шывпа пӗҫертрӗ. Анчах манӑн учитель, театрти оркестр скрипачӗ, урок вӑхӑтӗнче — эпӗ магазинран тухсан, питӗрмен касса ещӗкне уҫнӑ, хам каялла таврӑннӑ чух эпӗ ӑна хӑйӗн кӗсйисене укҫа тултарса тӑнине куртӑм. — Ҫук ӗнтӗ, пӑрах, Фома Игнатьевич… Гуигнгнмсем хисеплесе сума сӑвас йӗркесене ҫирӗп тытаҫҫӗ, анчах вӗсем эпир этикет текен япалана пачах та ӑнланма пултараймаҫҫӗ. Унта шыв пӗр тумлам юлмиччен типнӗ, шыв юхнӑ йӗр тӑрӑх хӑях ӳссе ларнӑ. Эсӗ хирӗҫ-им, Балабин юлташ? Чӑнах та, ҫавӑн пек планетӑсенчен пӗрне, Урана, Бруно вилнӗ хыҫҫӑн икӗ ӗмӗре яхӑн иртсен тупнӑ, каярахпа тата Нептунпа Плутона, унтан вара темиҫе ҫӗр пӗчӗк планетӑсене — астероидсене тупнӑ. Унтан вара, шӑпланнӑ салтаксем ҫине пӑхса илсе, каллех вирлӗн калама пуҫларӗ: — Мӗнле те мӗскер тумалла-ши? тетӗр. Озеров капитан Яхно комиссара Сухая Полянӑран тухса кайма хатӗрленес тӗлӗшпе мӗнпур кирлӗ ӗҫсене тума каларӗ, хӑй вара тыткӑна илнӗ нимӗҫ ротин командирне тӗпчеме кайрӗ. … Митман обер-лейтенант служить тунӑ пехотнӑй полка пӗр пилӗк кун малтанрах малти линирен кӑларса тыла янӑ пулнӑ. Малти линире вӑл наступлени тӑвас тӗлӗшпе ҫапӑҫнӑ-мӗн, анчах ӗҫсем ӑнман. Тылра ӗнтӗ унӑн канмалла тата ҫӗнӗрен пополнени илмелле пулнӑ. Иккӗмӗш эшелон — солистсем мар, мастеровойсем, паттӑрсем мар, паттӑрла ӗҫ тума пулӑшакан ҫынсем, решени йышӑнаканнисем мар, ҫав решение хатӗрлекеннисем, ку вӑл — вӑрҫӑн кичем бухгалтерийӗ. Василий Иваныч, хытса ларнӑ туфлисемпе чаштӑртаттарса, шаплаттарса ӗшеленсе малалла кайрӗ. Вӑл каллех Санин еннелле ҫаврӑнчӗ те унтан Российӑра мӑшӑрлану пирки мӗнле законсем пур, Пруссири пек, католичкӑсемпе мӑшӑрланма чӑрмантармаҫҫӗ-и? — тесе ыйтса пӗлчӗ. Нумай пулмасть пирӗн патра, пӗр-икӗ эрне хушши, пӗр ученӑй пурӑнчӗ. Хӑй ҫамрӑк-ха, анчах темле йӗркерен тухнӑ, хӑраса ӳкнӗ ҫын пек. Ывӑлӗ ҫине ыр кӑмӑллӑн кулӑшласа тата хавасланса пӑхассине хальчченех упраса, Игнат ҫав вӑхӑтрах Фомана ӗлӗкхинчен хытӑрах тытма пуҫланӑ, кашни вак-тӗвекшӗнех асӑрхаттарнӑ, хальччен ирӗклӗн, хӗстермесӗр, хӗнемесӗр ӳстернине ӑна астутарсах тӑма пуҫланӑ. — Унӑн марксистсен конференцинче тухса каланӑ сӑмахне вуланӑччӗ, леш… мӗнле калатчӗҫ-ха ҫавсене… Мӗн тума кирлӗ вӑл? Птолемей вӗрентӗвӗ ҫав тери пӑтранчӑк та йывӑр пулнӑ, ун пирки вӑл хӑех ҫапла каланӑ: «Планетӑсем мӗнле куҫса ҫӳрени ҫинчен ӑнлантарса пама чӑтма ҫук йывӑр. — Хам камне каласа пама ирӗк парӑр, — тесе пуҫларӗ вӑл ҫемҫе те шӑппӑн сасӑпа: — эпӗ кунти сунарҫӑ Владимир… Мӗнрен пуҫларӑм-ха эпӗ? Сасартӑк пурте мыскаралла пек туйӑнчӗ вӗсене. Юлашкинчен, пурте хатӗр пулнӑ. Йӑва тӑрри шывран тухса тӑрать пулсан ҫеҫ эпир ҫӑлӑнма пултаратпӑр. Чи малтанах кӗсменсем тума тытӑнтӑм. Ку ӗҫпе манӑн вунӑ кун иртрӗ. Австрали ҫӗрӗн уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен ҫакӑн чул каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн Паганельрен урӑх ним ыйтмалли те юлмарӗ темелле. Ҫапах та майор чӑтса тӑраймарӗ, хӑйӗн канлӗ кӑна сассипе ҫак ыйтӑва пачӗ: — Пӗтрӗ-и, Паганель? Урӑх нимӗн те хушмастӑр-и? — Ан кай, — Гейкӑна ҫаннинчен туртса, шӑппӑн каларӗ Коля. Тен, вӑл, Воропаев тухса каясран шикленсе, калаҫма чарӑнмарӗ пулӗ. Ют ҫӗршывран килнӗ мӗнпур илемлӗ арҫынсене Иден вырӑнне хурса йышӑнаҫҫӗ. Юманлӑха вӑл кӑнтӑрла тӗлнелле пырса ҫитрӗ. Ыттисем унпа килӗшрӗҫ. Ромашов аллинчен хаҫат тӑрӑлтатсах чӗтресе илчӗ. Ӗҫсем улшӑнма пуҫларӗҫ. Ром ӗҫнипе кӑвакаратӑн ӗнтӗ, ҫапла вӗт. Фронтра ҫакӑн пек пысӑк та чаплӑ ӗҫсем пулса пынӑ чух, фронт ҫийӗнчи пӗлӗтре ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫусем пулнӑ вӑхӑтра, пӗчӗкҫеҫ учебнӑй самолётсем ҫинче шӑрчӑк пек чӗриклетсе ҫӳресси уншӑн халь госпиталь коридорӗ тӑрӑх куллен кун калле-малле вӗҫӗмсӗр ҫӳренисенчен те, хӑйӗн шыҫса кайнӑ, ҫав тери ыратакан урисемпе мазуркӑсем тата фокстротсем ташланинчен те йывӑртарах пулнӑ. Дымовпа хура сухаллӑ лавҫӑ, ахӑртнех, аванмарланчӗҫ пулӗ, мӗншӗн тесен вӗсем хыттӑн кулса ячӗҫ те, ҫынсем мӑкӑртатнине хирӗҫ чӗнмесӗр, хӑйсен лавӗсем патнелле юлхавлӑн утрӗҫ. Тепӗр каласан, эпӗ сана ӑҫтан кураймасӑр пурӑнма пултаратӑп? Мана ку — убытка пулать… Тӳп-тӳрӗ пӑр». Ку ҫырупа вӑл унӑн чӗринче хӗрхенӳллӗ туйӑм хускатма тӑрӑшнӑ, хӑйне шеллеме ыйтнӑ, хӑйӗн ӑна качча тухма пачах кӑмӑлӗ ҫукки ҫинчен уҫҫӑнах пӗлтернӗ, ун арӑмӗ пулмашкӑн ыйтассине пӑрахма тата князе хӑйнех хӗре ашшӗ ирӗкӗнчен хӑтарма йӑлӑннӑ. — Мана ытларах эс кулни килӗшет — унашкал чухне сан питӳ ачанни енӗрех ырӑ. Давыдов тутине ҫыртрӗ, хуралса кайрӗ: — Мӗн эсӗ пире куҫҫуль кӑлармалли халапсем каласа тӑратӑн? Тауко утасшӑн мар хиркеленет. Вӑл чӗвен тӑрса сиксе илет, ним тӑвайман енне тата кӗҫенсе те ярать. Джек ҫакна хӑй куҫӗпе курчӗ. Любовь, кӗрсе, пурне те столовӑйне чӗннӗ. Сан астутарнисене эрнипех итлеме ҫитетчӗ пулӗ, факт! Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех акӑ мӗнрен килет: пурлӑхне пухма йывӑр пулнӑ ҫав. — Хамӑрӑн кивӗ сулла. Терентий Жигалов хӑйне хӑй шеллемесӗр паттӑрла вилни Андрейӑн чун-чӗрине хускатрӗ, нумай шухӑшлаттарчӗ. Том ун ҫине пӑхса илчӗ те:— Мӗне эсӗ ӗҫ тетӗн-ха? — терӗ. Анчах, сэр, сирӗн мӑй ҫинче, вилнӗ ҫынсем арман чулӗ пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ун чӑсӑмлӑ кӗввийӗ шухӑшлама кансӗрлемест, горностай ҫӑмӗнчен туна ҫӳхе кисточкӑпа икона ӳкер чӗкӗ тӑрӑх сӗркелесе, «сӑн умӗнхи» хутламӗсене сӑрлама, святойсен шӑмӑллӑ сӑнӗ-пичӗсем ҫине асап курнине палӑртакан вӗт пӗркелекчӗксене ӳкерме кансӗрлемест. — Сирӗн нимӗнрен те хӑрамалли ҫук. Алли-урисем сурса ыратрӗҫ; темле вӗри те типӗ тӗтӗм пуҫне тултарса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Кометӑна вӗренекен специалистсем кашни каҫах пӗлӗт тӳпинче ҫӗнӗ комета курӑнмасть-и, тесе сӑнаҫҫӗ. Вӑл вилни ҫинчен эпӗ ӑна пытарнӑ хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен хамӑн аннепе пӗр тӑванӑн ывӑлӗ янӑ ҫыруран пӗлтӗм. Хӗрача та пусма картлашки ҫинче чарӑнкаласа тӑчӗ, унтан алӑк патнелле утса кайрӗ. Тӗтре сирӗлчӗ, хӗвел икӗ чухӑна ҫутатать те ӑшӑтать. Хӑй Воропаев ҫинчен тахҫантанпах нимӗн те пӗлменни ҫинчен пӗлтерес килмерӗ унӑн. Вӑл ӑшшӑн кулать; вӑл кӑштах пуҫне сулчӗ. Килтисем итлерӗҫ, вара пурте, Гриша тавра пухӑнса, ӑна кайри пӳлӗме илсе кайрӗҫ, ӑна унта вара ял-йыш йӑлипе чунтан-вартан хӑналарӗҫ, ыйтусем парса тӗпчесе ӑнтан ячӗҫ. Сире шанатех вӑл — эсир вӗт уншӑн хӑвӑр пурнӑҫа шеллемен! Тӑрӑшсах ӗҫлеме тытӑннӑран унӑн пичӗ ҫине тар персе тухрӗ; вӑл йӑлтах пӗр шухӑшпа ҫулӑмланчӗ: унӑн пурнӑҫран тӑтӑлнӑ ангел сӑнне ӳкересси килчӗ. Корале-и? — Мӗнех вара, пӗр-ик сехет кӗтсе пӑхар, унтан мӗн тумалли курӑнӗ… Ҫапла-и? Ӑҫта уҫҫӑнтарах палӑраҫҫӗ ку енсем тӑнӑҫ вӑхӑтра? Анчах туссем ҫапла уйрӑлаҫҫӗ-и? Павел пусма тӑрӑх иккӗмӗш хута хӑпарчӗ те, сулахайри алӑка — Анна пурӑнакан пӳлӗмӗн алӑкне шаккарӗ. Кают-компанинче сӑмах хускатнӑ пысӑк ӗҫ ҫинчен вӑл нимӗн те пӗлмест тейӗн. — Эпӗ таврӑнатӑп та акӑ… сасартӑк тухтӑр господинпа Луизӑна тӗл пулатӑп… Ҫавра тӳпеллӗ залра, ылтӑн лутра арккӑсен айӗнче, хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ икӗ теҫетке марсиан мӑшлата-мӑшлата ҫывӑрать. Эпӗ выҫса ҫитнӗскер хытӑ пӗҫернӗ хура тулӑ пӑттине пӗр пӗрчӗ юлмичченех ҫисе ятӑм. Курнӑ эпӗ ӑна. Эсӗ кирек мӗн шутла та, эпӗ ӗненместӗп! Эпӗ ҫаплах-ха ним шухӑшсӑр, чӑтӑмсӑр. Кукша марсианӑн лаптак куҫӗсем сасартӑк усалланчӗҫ. Тепӗр чух, пушӑ, нимӗнпе тулман, ирӗклӗ сехет килсе лексессӗн те, Ромашов, кичемлӗхпе ӗҫсӗрлӗх пуснипе тӑкӑскӑланнӑскер, хӑйӗнчен хӑй хӑранӑ евӗр, васкасах клубалла е пӗлӗшӗсем патне, е ахаль ҫеҫ урамалла, хусах юлташӗсенчен пӗринпе те пулин тӗл пулмашкӑн, — ку ӗнтӗ кирек хӑҫан та ӗҫкӗпе вӗҫленнӗ, — туха-туха чупнӑ. Эпӗ… эпӗ… Тепӗр секундантне Иван Игнатьевич теҫҫӗ; эпӗ унӑн хушаматне нихҫан та илтмен. Ун хыҫҫӑн вал, аллисене пуҫӗ айне хурса, мӑйӑхне сиктеркелесе, Гаврилӑпа юнашар тӑсӑлса выртрӗ. — Апла эсир Калькуттӑна кайма тухнӑ, господин Паганель? — ыйтрӗ Гленарван. — Тӗрӗс! — чӗреренех тухса, хӑйӑлтатса, янӑраса кайрӗ Макар Нагульновӑн чӗтре-чӗтре илекен хумханчӑк сасси. — Ну, анне, халӗ кай ӗнтӗ. Манӑн тата пӑртак ҫывӑрас килет. Ирхине ултӑ сехетрен пуҫласа Даша инке кукӑльсем пӗҫерчӗ, эпӗ вара, ыйӑх тӗлӗшпе, шафран шӑршине, чуста пекрех япала шӑршине туйса илтӗм. Потемкин пӗрре тарӑхнӑ пек пулчӗ, тепре кулса ячӗ. «Ах! — ҫине-ҫинех хашлатрӗ вӑл. — Лешне те, теприне те персе пӑрахма пултарнӑ ҫӗртех тумарӑм вӗт-ха ҫавна!» Мӗнле, вӑрахлӑха-и? Ҫапах, Сергей, калаҫнипе ҫитӗ-ха, кӗр-ха калинккерен. Тата акӑ кукамай валли чей иккен, — чей юратать вӑл манӑн. Гленарванпа, Мак-Набспа, Джон Мангльспа тата Паганельпе пӗрле ҫыран ҫине тухнӑ вӑхӑтра мӗскӗн ачасем хӑйсен ашшӗн шӑпи халех татӑклӑ пуласси ҫинчен шутларӗҫ. Унӑн мӗнпур сывлӑхӗ ҫӳлелле пырса тӑвӑлнӑ пек, ӑна кашни минутрах пӑвса хурассипе хӑратнӑ пек туйӑнать. Кӗске те хулӑн аллисем лифӑн мӑкӑрӑлса тӑракан вӗҫӗнчен аяларахра пӗрлешеймеҫҫӗ, тата вӑл лифӑн чи хытӑ карӑнтарнӑ вӗҫне те курма пултараймасть. Пӗр республиканецӗнне, округ президенчӗнне, икӗ аллине те пӑчкӑпа касса татнӑ. — Ах, ҫапла. Куратӑр-и, ҫамрӑк ҫыннӑм, эпир фантла вылятпӑр; княжнана штраф турӑмӑр — кама телейлӗ билет тухать, вӑл княжна аллине чуптума право илет. Сирӗн кунта мӗн те пулсан пулмарӗ пуль-ҫке? — Атьӑр ман хыҫҫӑн! — хаваслӑн чӗнчӗ вӑл. Сарапульте Максим пароход ҫинчен пӑрахса тухса карӗ — ним чӗнмесӗр, никампа та сывпуллашмасӑр, лӑпкӑн тухса карӗ. Пӗр япала пирки ҫеҫ вӗсем ик тӗрлӗ шухӑшларӗҫ. Уйӑх хушшинчех тем тӗрлӗ нумай ӗҫлесе пӑрахнине кура Павел хӑй те тӗлӗнсе кайрӗ. Эпӗ мистер Пойндекстер ҫинчен ыйтатӑп. Пӗррехинче анчах, унпа тӑваттӑмӗш хут курнӑҫсан (Инсаров ҫав каҫа питӗ йывӑр ирттернӗ, тухтӑр консилиум пухасси ҫинчен систернӗ), вӑл тупа тунине аса илтерчӗ. Укҫа хутаҫҫине тупӑк хупӑлчи айне, вилен хӗреслесе хунӑ аллисенчен аяларах — вӗсем ҫав тери сивӗ, ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе кайрӗ — чикрӗм те, пӳлӗмрен вӑшт ҫеҫ тухса, алӑк хыҫне пытантӑм. Паганель ыйтӑва патагонеца куҫарса пачӗ. — Линь татӑлчӗ! — Ватӑ Богс паян мана юнасан аван пулӗччӗ, — терӗ тепри, — вара эпӗ хам ним мар пин ҫул пурӑнасса пӗлсех тӑнӑ пулӑттӑм. — Ҫапла, тусӑм, — пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн тӑсрӗ сӑмахне кукамай, юхса тухнӑ куҫҫульне шӑлма икӗ тутӑртан пӗрне илсе, — эпӗ час-часах ҫапла шухӑшлатӑп: вӑл хаклама та, ӑнланма та пултараймасть, Наташа мӗн тери ырӑ пулсан та, ӑна юратать тата хӑйӗн хуйхине пытарма тӑрӑшать пулин те — эпӗ ҫакна питӗ лайӑх пӗлетӗп — вӑл унпа телейлӗ пулаймасть, тата асӑнатӑр ман сӑмаха, эхер те вӑл… — Юри дуэль туса ҫын вӗлернӗшӗн, — пӑшӑлтатрӗҫ режиссерсем. — Килчӗҫ-и? Ӑна халӗ те ҫав хӑрӑлти ӗсӗклӗ ӳпкелешӳ урлӑ чӗрене вӑйлӑн кӗрсе юлнӑ пурнӑҫри танмарлӑх канӑҫ памасть пулас. Хӗвелӗн ылтӑн ҫути ҫурҫӗр енчи ешӗл сӑртран шуса анчӗ, хура чӑрӑшлӑха ҫутатрӗ, яка курӑк ҫийӗн анса, Огнянов тӑракан чул хӗррисене йӑлкӑштарчӗ. Кӗлте ҫыхакан хӗрарӑмсен хусканӑвӗсенченех, ҫулакансен сӑн-пичӗсенченех, ҫавасем мӗнле йӑлтӑртатнинченех пӗлме пулать: шӑрӑх ҫанталӑк пурне те вут пек ҫунтарать, пӑшӑхтарать. Ҫак самантра вӑл, ҫапӑ илчӗ те, лешне виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ, мӗскӗн шуйттан вара, заседатель тин ҫеҫ хулӑпа ӑшаласа янӑ мужик пек, тапса сикрӗ. Фролӑн ҫурӑк сӑмси кӑн-кӑвак кӑвакарса кайрӗ, пуҫӗ чӗтреме пуҫларӗ. Анчах хӗҫпӑшал мӗн тума кирлӗ пултӑр-ха унта? Куна хирӗҫ капитан каларӗ; пӗр матрос виҫӗ ӑмӑрткайӑк ҫурҫӗр еннелле вӗҫсе кайнине курнӑ, анчах вӗсем ахаль ӑмӑрткайӑксенчен пысӑках туйӑнман: ку вӗсем пит ҫӳлтен вӗҫсе кайнӑран пулмалла. Митя тухса кайрӗ. — Ӑҫтан ӗнтӗ ман ҫӑпатапа яшка ӑсасси… Ҫав тери ҫывӑхра пулнӑ пирки унӑн ҫав тутасене шыраса тупас килчӗ. Анчах, вӑйне пухса, вӑл хӑйне хӑй пусӑрӑнтарчӗ. Ку сӑмахсене эпӗ, Уэлдон миссис, хам чуна лӑплантарас тата кунта эсир халиччен хӑвӑр хӑнӑхнӑ хӑтлӑха тупаяс ҫукки ҫинчен тепӗр хут аса илтерес тесе калатӑп. Акӑ Марья Ивановна хатӗрленсе тухса та кайрӗ. Эпӗ чӗмсӗррӗн те салхуллӑн Зурин патне таврӑнтӑм. — Хӗрарӑмсем, мӗн калать вӑл унта? Вӑл иккен хӑйӗн шел-тутӑрӗсемпе, ҫанӑсӑр кӗпине ҫакма шкапа кӗрсе тӑнӑ пулнӑ. Серёжа пуҫне шанчӑклӑ сулчӗ. Каллех ак ҫамрӑкланса кайрӑм, чисти — чӗрӗллӗх шывӗ сыпса илнӗ пекех. — Ку суя япала! — тенӗ вӑл. — Элек! Ӑна ирсӗр выльӑхсем ҫеҫ шутласа кӑларма пултарнӑ. Оленин нимӗн те калаҫмарӗ тата ыттисенчен пуринчен те ытларах ӗҫрӗ. — Ӗҫлӗр, ӗҫлӗр, — мӑкӑртатрӗ карчӑк. Унӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем выляса тӑнӑ, вӑл, хӑйӗн сӑмахӗпе хӑй киленсе, ҫӳҫене-ҫӳҫене илнӗ, куҫӗсене хупкаланӑ, темскер сыпса илнӗ пек, тутисене чӑплаттарнӑ… — Андрей, — терӗ Мересьев, чавса ҫине ҫӗкленме тӑрӑшса. Ромашов сасси пач хайӗнни пек мар, юттӑн, карланка тем ларнӑ чухнехи евӗр, йӑлт пӗтсе пусӑрӑннӑн туйӑнчӗ. Пурне те паллатӑп, ҫав вӑхӑтрах пӗрне те паллаймастӑп. Ватӑ козакшӑн ытти ҫӗрте кунтан чаплӑ вилӗм пулас ҫук», терӗ вӑл. Анчах та ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑрансан, ху урасӑр иккенне курма мӗн тери йывӑр! Вӑл халь-халь йӗрсе ярас пек пулнӑ, имшер аллисемпе текех кӑкӑрне тата мӑйне чӑрмаланӑ. Ҫулпуҫӗсем хӑш-пӗр чухне политика енӗпе те, анчах пуринчен ытларах харпӑрлӑхӑн йӑла-йӗркисене пӑхӑнса табу хураҫҫӗ. Хӑйне итлекенсен йӑлтӑркка куҫӗсене курса, ҫав шанӑҫ кашнин чун-чӗринче ҫӗнӗрен амаланма пуҫланине Паганель ӑнланчӗ. 1840 ҫулта Висбаденри театр тулашӗнчен те чаплӑ пулман, ун труппи вара ытла та начар, кая юлнӑ труппа шутланнӑ; халӗ те-ха нимӗҫ театрӗсем ҫав театр шайӗнчен ҫӳле хӑпарман; ҫак театрсенчен чи палли юлашки вӑхӑтра Девриент господин «питӗ чаплӑ» ертсе пыракан Карлсруэри труппа пулнӑ. Эпӗ хамӑн ӑспа ҫапла шутлатӑп: йытта ӑна, ахаль каласан, ытларах мухтавшӑн тытма юрать… Анчах вара пурте йӗркеллӗ пулччӑр: утсем те йӗркеллӗ пулччӑр, йытӑ пӑхакансем те, пурте йӗркеллӗ те лайӑх пулччӑр. Микул турӑпа турамӑш умне лартмалли ҫуртасене сӑрласа пама ӗлкреймерӗм, килти ӗҫсемпе аппалансах вӑхӑт иртрӗ, — ҫылӑхне уншӑн хам ҫинех илетӗп. 3 п. Халӗ ҫав асӑннӑ Куинбус Флестрин, тӗрӗс пӑхӑнса тӑрас тивӗҫе пӑсса, Блефуску империне ун патши таврашӗнчисем патне ҫӳреве кайма шутлать. Халӗ акӑ тӑватӑ койка вырнаҫнӑ. — Парӑр-ха мана аллӑра, — терӗ вӑл. Кӗсменсӗр эсӗ мӗнле те пулин тарма пултарӑттӑн, паспортсӑр — хӑратӑн. Ӗнтӗ миҫе ҫӗр ҫывӑрмастӑп-ши эпӗ, миҫе ҫӗр минтере куҫҫулӗпе ислететӗп-ши. Эпир питӗ вӑрахӑн малалла ишсе пыратпӑр. Олеша! Ҫак хӑюллӑ штурм ӑнӑҫлӑ пулса иртрӗ. Ҫак ҫирӗпрех атмосфера ӑшне аннӑҫемӗн, пӗр енчен, аван пек туйӑнать. — Вӑл тӗрӗс, майор. Анчах ман шутпа пирӗн малтан мӗнле вӗлернине тӗпчесе пӗлме кирлӗ пек туйӑнать. Ҫавна эпӗ ниепле те тавҫӑрса илейместӗп. — Мӗнле тавҫӑрса илейместӗн? Маркиз монсиньор кунта, манпа юнашар тӑрать, эпӗ унӑн сӑмахӗсене пӗлтеретӗп… Пӗри хура хӗрлӗ, мускат тӗслӗ шӗвеклӗ пӗчӗк фляга йӑтса килчӗ. «Тен, мана ҫавӑн пек курӑнчӗ кӑна пулӗ, мӗнле-ха сӑмса нимсӗрех ҫухалма пултартӑр?» Хӗрача унтан кулса нумайччен киленсе тӑчӗ. Ӑна хам тӑвана тӗп тӑвас шухӑшпа ӳкернӗ пулнӑ. Манӑн кистьпе, кӗвӗҫсе, демон йӗрлерӗ, ҫавӑнпа та картинӑра та демон кӑмӑлӗ тухрӗ. — Ара. — Эсех вӗсене вилме пулӑшнӑ, — парӑнмасть Дубцов. — А! — Мӗн ҫинчен пӗлесшӗн вӑл? «Мӗнле-ха апла? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Тепри, хулӑн та паттӑр сасӑ, кӳренӳ туйӑмӗпе тулса, хӑватлӑн юхнӑ, кашни сӑмаха татса каласа, ҫӑра юхӑмпа капланса тухнӑ, кашни сӑмахрах хаяр вӗчӗ варкӑшса тӑнӑ. Сӗтел патӗнче, лампа хӑюне хӑпарткаласа, Давыдова хирӗҫ ҫӳллӗ те тӳп-тӳрӗ хулпуҫҫиллӗ ҫын тӑрать. Аслӑ типӗре кӗнекесем вулама юрамасть, — манран «Живописное Обозрение» туртса илчӗҫ, вара ҫав нимсӗр, типӗлле пурнӑҫ каллех ман пата таччӑнах пырса тӑчӗ. Аран-аран, хашкаса, аслӑ Артамонов мачча ҫине хӑпарнӑ та, манах вырӑнне хирӗҫ ларса, ун ҫине хӑйӗн шыҫӑннӑ хӗрлӗ куҫӗсемпе пӑхнӑ. Ку тӳремлӗхре хурхух ҫеҫ, вӑл та пулин ун ҫӑнӑх евӗрлӗ кассава тума юракан тӗсӗ мар, апатра усӑ курма юрӑхсӑр ҫу паракан хурхух кӑна. Арина… ну, мӗнех, мӗн калӑн-ха эсӗ ун пирки тата? Фоман хӗрарӑма чӗнес килсе кайнӑ, анчах вӑл ун ятне пӗлмен. Ун пек пулсан та чирлемесен! Давыдовӗ тата, Кондратько токарӗн вӗт тымарсемпе йӗрленнӗ хӗп-хӗрлӗ сӑнӗ ҫине, унӑн тарӑн ларакан куҫӗсем чеен йӑлтӑртатнине йӑл кулса пӑхса ларнӑ май, ҫапла шухӑшлать: «Эккей, еплескер эсӗ, явӑл, ӑслӑ ҫын иккен! Тупаймарӑн, пуҫӑмҫӑм, Ыр сӑмах та, чыслӑх та, Савнӑҫне те, мулне те, Аслӑ чин та пулмарӑн; Мӗн-ма тараймарӗҫ-ха вӗсем Геркулес пек? — Ун пек мар, анчах эсӗ те ҫавах пулатӑн. Анчах малтанхи следстви пынӑ вӑхӑтра мексиканец-мустангер хӑйне те тата хӑйӗн юлташӗсене те тӳрре кӑларма пултарнӑ. Халь акӑ куратӑн-и, мӗн пулса тухать? Вӑл стена ҫинчен лаша тирне туртса антарнӑ та ҫав хушӑк витӗр хӗсӗнсе тухнӑ. Малтанхи кунне курнӑ пекех, вӑл иртсе каякан юланута курнӑ. Анчах Андрей вӗсем хӑш вӑхӑтра пеме тытӑннине илтмесӗрех юлнӑ. Хӑй пӗлмесӗрех Джек Уэлдон миссиса шутлаттаракан япала ҫинченех калаҫа пуҫларӗ, вӑл урӑх ан ыйттӑр тесе, амӑшӗ ӑна чуптуса пӗтерчӗ. Том ҫӗнӗ тумпа, итлес текенсем пухӑнса ҫитнӗ — урӑх ӑна нимӗн те кирлӗ мар, ку уншӑн чи тутлӑ премӗкрен те пахарах. Чӑлан пӗр ик ҫухрӑмра пулас-тӑк тата рама икӗ хут йывӑртарах тайсан, ман кӑмӑл ытларах тулассӑн туйӑнчӗ. Тата кам пӗлесшӗн-ши? — Эсӗ мана хӑвӑн курткуна пар-ха, вӑл пур мандатран та лайӑхрах, — терӗ вӑл Ритӑна. Вара вӑл питне тутӑрпа васкавлӑн хупларӗ те сасартӑк хӑйне хисеплекен, хака хуракан мӑн кӑмӑллӑ куҫҫулӗпе ҫилӗллӗн макӑрса ячӗ. Яланах асӑнта тыт: чи ҫывӑх ҫын эсӗ маншӑн. Вара — пурте лайӑх пулӗ. Андрей ответ кӗтменнине ӑнланса, Юргинӗ ним те чӗнмерӗ, Андрейӑн хуҫлатса хунӑ шинельне ҫеҫ ҫӗртен илчӗ. Каланӑ сӑмах каланипех пултӑр — тек эпӗ хам юсанасси ҫинчен шухӑшламарӑм та. Эпӗ кашни ҫеккунта шутлатӑп… Никам та кансӗрлемест. Унашкал ҫынсемпе епле пулмаллине пӗлейместӗп-хӑ эпӗ. Чулсем хушшинче инҫетре хулӑн тирлӗ лойиодон пытанса тӑнӑ пек, темӗн пысӑкӑш тапир авоплотери ятлӑ илемсӗр тискер кайӑкран апатне туртса илме хатӗрленсе тӑнӑ пек. Медынская ӑна ачаш кулӑпа кӗтсе илнӗ, унпала юнашар гостинӑйӑн пӗр-пӗр тараватрах кӗтессине ларнӑ, вара, сӑмахне пуҫличчен малтан, кушак пек авкаланса, тӗтреллӗн ҫунакан куҫӗсемпе ун ҫине ҫуйкӑннӑн пӑхкаласа илнӗ. Воропаев, вак-тӗвексем ҫине куҫмасӑр, кӗскен каласа пачӗ. Ромашов ҫав пистолета панӑ пулсан, вӑл хӑйне тыттарнах пулӗччӗ. Темӗн чул пысӑк атмосфера пусӑмне те тӳсме пултаракан хулӑм кӗленче шампански эрех кӗленчи пулни паллах. Пысӑк клубсенче перерыв тени пӗчӗк клубсенче «программӑн» тӗшши пулса тӑрать. Лараҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ. Натури унӑн ҫителӗклӗ пуян пулнӑ; айван ӑслӑ пулман вӑл, ҫав хушӑрах тата талантлӑ пулнӑ, аван юрланӑ, гитара каланӑ, калаҫма ҫав тери ҫивчӗ калаҫнӑ, хут ҫырма ӑста пулнӑ, уйрӑммӑнах полкри адъютант пулса ӗҫленӗ чух ҫырма вӗреннӗ казеннӑй хутсене ӑста ҫырнӑ; анчах пуринчен ытла унӑн натуринче хӑйне хӑй юратас кӑмӑл вӑйлӑ пулнӑ, ку ӗнтӗ, пуринчен ытла хӑй кӑштах пултаруллӑ ҫын пулнинчен килнӗ пулин те, тӗлӗнмелле уҫҫӑн та вӑйлӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл пулнӑ. — Барон Л. тата… — тет вӑл хӗрсе кайса. — Эпӗ ӑна де-Сан-Су мадама пӑрахатех тесе шутланӑ. — Мӗн-ха вара? Нивушлӗ ҫак пушӑ ҫыранта нихӑҫан та пӑшал сасси кӗрлемен? — Ҫук, мӗн тума! — пӳлсе хучӗ ӑна капитан. Ҫӗр ҫинче май уйӑхӗ Атӑл шывӗ тинӗс пек сарӑлса выртать, хумсем ун ҫинче, акӑшсем пек, кӗтӗвӗн-кӗтӗвӗн, пиншерӗн выляса ҫӳреҫҫӗ, Каспинелле ярӑнса каяҫҫӗ. Эпӗ тӑтӑм та пуҫ тайрӑм, каллех калаҫакан пулса тӑтӑм; анчах ун вырӑнне амӑшӗ килсе кӗрсен Сонечка тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ. — Чей ӗҫме трактире пыратӑн-и? — шухӑша кайса кӑмӑллӑн ыйтрӗ унран старик. Апла пит аван пулнӑ пулӗччӗ те. Эх-ма! — терӗ Василий, аллине сулса. Симӗс курӑк кавирӗ айӗнчен хӗрлӗрех гранитпа сӗрсе ҫунтармалли эмел — ляпис — евӗрлӗ сенкертерех анепит татӑкӗсем курӑнаҫҫӗ. Оккупаци вӑхӑтӗнче ҫухалнӑ ачалӑх хӑйсем умӗнче тӑван Хӗрлӗ Ҫарӑн лётчикне курнипех каялла таврӑннӑн туйӑнчӗ вӗсене. Вырсарникунсенче вӑл хӑш чухне ирхине «ӗҫ ҫинчен», урӑхла каласан, Мадзини партийӗн ӗҫӗсем ҫинчен калаҫма килнӗ. — Ман хыҫҫӑн чӳлмексем тасатмашкӑн пирӗн полкра ҫыннисем те ҫук, — терӗ Голышев, хӑйӗн врачне итлемесӗр, хӗрӳленсе. Манран ҫакланнӑ та… Тепӗр каласан, мӗн калаҫмалли пур унта? Карапсем ҫинче выҫлӑх пуҫланнӑ. — Кайрӗ хайхискер!.. — ассӑн каларӗ Ежов. Заводӑн хӑмапа витнӗ ҫивитти хӑшпӗр тӗлте ишӗлсе аннӑ, йӗри-тавра ванчӑк кирпӗчсем купаланса выртаҫҫӗ, кирпӗч ҫунтаракан кӑмака ишӗле пуҫланӑ, — пӑхма кичем. Леш ҫаврӑнса пӑхрӗ те ун патне ыткӑнчӗ. Ваттисен сӑмахӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем, пулӑшу парасшӑн мар пулса, тем те, тем те, кирлине те, кирлӗ маррине те каласа тӑкрӗҫ унта. Кун сӑлтавӗсене эпӗ аванах пӗлетӗп; Грант капитан Шотланди ирӗклӗхӗшӗн кӗрешекен ҫын пулса тӑнине вӗсем манман. — Эппин, хӑвӑр кӑмӑлӑр! — терӗм те пӗчченех чей ӗҫме тытӑнтӑм эпӗ; пӗр вунӑ минут иртсен, хайхи манӑн старик те кӗчӗ: — «Чӑнах та тӗрӗс калатӑр эсир, — терӗ вӑл, — тем тесен те, чей ӗҫсен лайӑхрах пулӗ, — эпӗ ӑна вӗтеттӗм те… Вӗсем вилӗмлӗ, анчах ӳтшӗн ҫунас туйӑмсӑр пулнӑ пулсан, мӗнле пулатчӗ-ха? Паллах, вӑл ҫакӑн пек ҫырусем ҫӳретес йӑла пуррине пӗлнӗ; вӑл хӑй те пӗррехинче праҫникри парнесем хушшинче лекнӗ ҫӑм алсиш пӳрнески ӑшӗнче ӑшӑ сӑмахлӑ ҫыру тупнӑччӗ те, ҫав ҫырӑва ҫырнӑ палламан хӗрарӑмпа ҫырусем ҫӳретме тытӑннӑччӗ. Вӗсем ҫапах та пӗрне-пӗри чышкӑласа илме ӗлкӗрнех пулмалла: Майданниковӑн куҫӗ айӗнче хура слива евӗрлӗ муклашка кӑвакарса тухнӑ, Атаманчуковӑн кӗпи ҫухи чалӑшшӑн ҫурӑлса аннӑ, хырса якатнӑ, шыҫӑнчӑк тути хӗррисем юнпа вараланса пӗтнӗ. — Мӗн пулчӗ вара? Нимӗнпе ӗҫлеме ҫук. Чи лӑпкӑ ҫил вӗрсен те, эпир карап ҫине юлнӑ ултӑ пӑлхавҫӑ ҫине сасартӑк тапӑннӑ пулӑттӑмӑр, унтан якорне ҫӗклесе, тинӗсе кайӑттӑмӑр. Старик ҫавӑн пек йышши «задачӑсем» шутсӑр нумай пӗлет, вӑл вӗсемпе аптӑратсах ҫитерме пултарать. Мӗнле япала ку, Нагульнов? Нимӗн пӗлми пулса кайнӑ Тойбӑна урама сӗтӗрсе тухсан, пӗтӗм урама унӑн пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Нихӑшӗ те пӗрре тытӑннӑ ӗҫе пӑрахма шутламан. Анчах ватӑ Тарас вӗсем валли урӑх ӗҫ хатӗрленӗ. Сайра хутра унран илтнӗ сӑмахсем тӑрӑх шутласан, вӗреннӗскер пек туйӑнать. Тепӗр кунне ирхине арҫынсемпе хӗрарӑмсем больница хапхи умӗнче хӑйсен юлташӗн тупӑкне йӑтса тухасса кӗтсе тӑчӗҫ. Фома ҫак ушкӑн хушшинче хӑй палланӑ сӑн-питсене курнӑ: акӑ унӑн ашшӗ, таҫталла талпӑнса пырать, паттӑррӑн тӗрткелешсе, ыттисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе, кӑкӑрӗпе ҫул хывать, аслати саслӑн кулать… унтан, ҫын урисен айне анса кайса, куҫран ҫухалать. Эпӗ сире часах ямастӑп. Тепӗр станцӑна эпир ҫапла калаҫмасӑрах ҫитрӗмӗр. Хальхи вӑхӑтра тивӗҫлӗ мар та пулӗ. Зинаида юнашар пӳлӗмрен тухрӗ — хура платйӗпе, ҫӳҫне салатса янӑ, шурӑ сӑнлӑ; вӑл, сӑмах чӗнмесӗр, мана алӑран ҫавӑтса кайрӗ. Ганс кантӑрана туртрӗ те шывран ҫапкаланса тухакан пӗр пулӑ кӑларчӗ. Апрель пуҫламӑшӗнче 3-мӗш Украински фронт Венгри урлӑ Австри еннелле куҫса пычӗ. — Хамӑр аттесем сӑнарлӑ пулманшӑн, — тенӗ хӗр. Эпӗ кӗлет патӗнче тӑраттӑм, ун ҫивиттййӗ ҫине вӗлернӗ кайӑксен тушкисене сара-сара хунӑччӗ, стенасене тюлень тиресем ҫакса сӑрнӑччӗ. Ӑнлантӑн-и, тӑмпӑшал? Эсир ҫав Федя тухса каяс умӗн хӑйӗн чӗрине парса хӑварнӑ Зиночка эппин? Укҫасӑр пуҫне, мӗншӗн вӗсем хӑйсен тирӗпе хӑрушлӑха кӗрӗччӗҫ? Татах малалла шӑппӑн кайрӗҫ. — Пӑрах-ха ӗҫне, — терӗ Лукашка. Часах Глазго завочӗсем хула таврашӗнчи виллӑсемпе ылмашрӗҫ, вӗсем ҫыран хӗррисенчи сӑртсен ҫийӗпе картина ҫинчи пек курӑнса юлаҫҫӗ. — Питӗ хитре-и вара вӑл? — Святойсем ҫылӑхлӑ хӗрарӑмсемпе ҫылӑха кӗреҫҫӗ пулсан, паллах, демона таса чунпа ҫылӑха кӗресси илӗртет ӗнтӗ… Эпӗ леш еннелле каятӑп, эсир вара унталла кайӑр. Чарӑнса тӑтӑм, йӗри-тавра пӑхкаласа илтӗм. Уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ. Петруҫӑн пӗчӗк тусӗнче те шӑпах ҫавнашкал ҫынсен паха енӗсем пӗтӗҫсе тӑнӑ иккен, ҫав паха енсене пурнӑҫран илме е юри хӑнӑхнипе пухма ҫук; вӗсем, талант евӗр, генилӗх евӗр, уйрӑм ҫынсен кӑна пулма пултараҫҫӗ, пит ир, ҫамрӑклах палӑраҫҫӗ. Ҫав ял патне ҫитме 22 миль тӑрӑшшӗ ҫула пичче икӗ кунта иртме шутланӑччӗ. Инсаров самантлӑха чарӑнчӗ те каллех Болгари ҫинчен калаҫма тапратрӗ. Ҫул хӗрринчи йӑмрасене ҫерҫисем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сырса илнӗ те каҫӑхса кайсах ҫарӑлтатаҫҫӗ, вӗсен янлавне пула нимӗн илтме ҫук. — Кай кунтан! — тет Том. — Паныч пӗлмест-им ӑна? — Паллах, пӗлместӗп. Вӑл вӗсемпе интересленмен, вӗсен ятне те ыйтса пӗлмен, вӗсемпе хӑҫан тата хӑш тӗлте паллашнине те манса пынӑ, унтан ялан вӗсене мӗнпе те пулин — е сӑмах каласа, е чӑрсӑр хӑтланчӑкпа кӳрентерес килнӗ. — Мӗншӗн эсир хӑвӑрӑн пӗчӗккине илсе тухма хушрӑр? — калаҫма пуҫларӗ юлашкинчен Павел Петрович, — Эпӗ ачасене юрататӑп; кӑтартӑр-ха мана ӑна. Артём кӑмрӑк хырма ҫӳлелле улӑхнине кура, часовой нимӗнех те шарламарӗ. — Виҫӗ казакран мана пӗри те шӑнӑрли лекменшӗн, пурте темле хевтесӗр те чирлӗ пулнӑшӑн эпӗ айӑплӑ-им? Апла-тӑк, пӑх, асту та шӑлна ҫыртса пурӑн. «Эпӗ санран ҫӳлӗ, — тенӗ Ирӗклӗх, — мӗншӗн тесен эпӗ ӑслӑрах». Унтан хӗр аллисемпе ҫупса, шутлама тытӑннӑ. — Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, глиссад сылтӑмалла… Мӗн ку?.. Тревога-и? Пӗлетӗн-и, мӗн шӑрши кӗрет? Вӑл та макӑрса ячӗ, хӑйне каҫарма ыйтрӗ, тӳрленетӗп тесе татах сӑмах пачӗ. Юлашкинчен мӑнаккӑше ӑна ирӗке ячӗ, анчах Том хӑйне мӑнаккӑшӗ пӗтӗмпех каҫарманнине, халӗ ӗнтӗ хӑйне ӗлӗкхи пек шанманнине туйса тӑчӗ. Пурте саланса пӗтнӗ ӗнтӗ; хӑна пӳлӗмӗнче пӗртен-пӗр ҫурта кӑна ҫунать; анне мана хӑй вӑрататӑп, тенӗ; эп ҫывӑракан кресло ҫине вӑл йӑпшӑнса пырса ларчӗ, хӑйӗн калама ҫук ырӑ та ҫепӗҫ аллипе мана пуҫран шӑлса илчӗ, хӑлхам тӗлӗнчех палланӑ ачаш сасӑ илтӗнчӗ: — Тӑрсам, чунӑм; ҫывӑрма каяс пулать. Ҫапла каласа вӑл михӗсене ҫурӑм ҫине хучӗ, иртсе пынӑ чухне пӗр лав ҫинчен тепӗр вир миххи сӳсе илчӗ, тутар хӗрарӑмне пама шутланӑ ҫӑкӑрӗсене те хулхушшине хӗстерчӗ те, йывӑр пулнӑран кӑшт пӗкӗрӗлсе, ҫывӑракан запорожецсен речӗсен хушшипе паттӑрӑн малалла утрӗ. Озеров капитан Митман обер-лейтенантӑн полевой сумкинче тупнӑ картӑна сӗтел ҫине сарса хучӗ. «Атте вара мӗн калӗ?» — терӗ вӑл. — Каярахпа, арпашса кайнӑ Паганель пирӗн яхта ҫинче курӑнсан, документсене ӑна кӑтартрӑмӑр. Вара вӑл, пӗр минут та иккӗленсе тӑмасӑр, пирӗн решенине, Америка ҫыранӗсен тӑрӑхӗнче шырав ӗҫне пуҫлас решенине ырларӗ. Вӗсем хӗҫ-пӑшалсӑр. Ун вырӑнне эпир пӗр ҫӗр доллар хунӑ пӑхӑр хуран тупма пултаратпӑр. Долларӗсем вӗт тӗлӗнмелле аванскерсем, ҫиелтен тутӑхнӑскерсем, е тата туп-туллиех брильянт тултарнӑ ҫурри ҫӗрӗк арча та тупма пултаратпӑр. «Эпӗ кӳлӗнӗп, анчах Васютина усӑллӑ ҫӗрте мар, Поднебескопа Аннушка Ступинӑшӑн усӑллӑ ӗҫе кӳлӗнӗп. Манӑн ҫӳҫ халӗ те йӗпе-ха. Ҫак пӗчӗк юханшыв питӗ кукӑр-макӑрланса юхать, ҫӗлен пек кукӑр-макӑрланса ҫуталса выртать, пӗр ҫур ҫухрӑм хушши те тӳрӗ юхмасть, хӑшпӗр вырӑнта вара, ҫӳлӗрех тӗмеске ҫинчен пӑхсан, хӑйӗн пӗвисемпе, арманӗсемпе, пахчисемпе, хӑвалӑхӗсемпе, ҫӑра сачӗсемпе вунӑ ҫухрӑм таранах курӑнса выртать. — Хура Йытта-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Темӗн. Пӗр-пӗр аташнӑ астероид тӗл пулӗ-и… Чиркӳ ҫыннисен сехрисем хӑпнӑ: вӗсем Брунона ҫунтарса вӗлернӗ пулин те, Коперник системи пӗтменнине туйса илнӗ, ҫав вӗрентӗве хӳтӗлесе сараканни тата пур иккенне курнӑ. Эпир иксӗмӗр кӗретпӗр, хӑшӗ те пулин чӳречерен тухса тарас пулсан — Андрей ӑна персе ӳкерет. Вӗсем хускалмарӗҫ, анчах итлеме хатӗр тӑчӗҫ. Анчах хам нумай вӑхӑт тимлӗн сӑнаса пынипе эпӗ хирте пурӑнакан ехусем мӑнкӑмӑлланма юратнине часах туйса илтӗм. — Ҫапла, хвершӑл, анчах та ку хвершӑл пулман пулсан, эсӗ ку таранччен масар ҫинче ҫӗрнӗ пулӑттӑн… Сехӗрленсе ӳкнӗ вӑхӑтра пурте пысӑккӑн курӑнать: кашни сӑмахах куҫа курӑнакан мӗлке пек хӑратать, пистолетран пени тупӑсемпе пӗр харӑс пенӗ пек туйӑнать, йытӑ вӗрни — арӑслан ахӑрнӑ пекех илтӗнет. Анчах вӗҫмелли черет Мересьева ҫитсен, хӑйӗн протезӗсене чӗнсемпе управлени педалӗсем ҫумне ҫирӗплетсе лартса сывлӑша ҫӗкленсен, вӑл тӳрех ку лаша уншӑн, урасӑр ҫыншӑн, ытла та ҫивӗч пулнине, унпа питех те асӑрханса пымаллине сисрӗ. Пӳрт таврашӗнче, ҫеҫенхирсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те курӑнмасть, илтӗнмест те. Ҫапла каларӗ те тухма тӑчӗ, анчах алӑк умӗнче чарӑнчӗ те, эпӗ персе шӑтарнӑ картина ҫине ҫа-вӑрӑнса пӑхрӗ, унтан тӗллемесӗр тенӗ пекех ун ҫине персе хӑварса тухса ҫухалчӗ. Пӗренене саваласа якатрӑмӑр та эпир распорка вырӑнне кӗртсе лартрӑмӑр. Анчах Дика сӑмахсемпе лӑплантарма ҫук ӗнтӗ. Часах эпӗ вӑл пӗтӗмпех чире ернине пӗлсе ҫитрӗм. Пӑчӑ ҫанталӑк тӑнӑран, ывӑннипе тата хӑранипе, унӑн сив чирӗ, доктор Ливси каласа хунӑскер, хӑвӑрттӑн вӑйланса пычӗ. Ӳкекен чул муклашкисем пӗр авӑк чӑштӑртатрӗҫ те халӗ — шӑп, пӗр сас-чӳсӗр. Шӑтса пӳрленнӗ сурансем пек, пур ҫӗрте те пысӑк тӗмескесем курӑнаҫҫӗ — вӗсем пурте сӳнсе ларнӑ вулкансен кратерӗсем пулаҫҫӗ. Ҫанталӑк типӗ тӑнипе вӑл юханшывсен тури тӑрӑхне, халӑх ҫӳремен ту хушӑкӗсене водохранилищӑсем тунӑ ҫӗрте пулчӗ, хӑйне кирлӗ ҫынсем вӗренсе ӳсекен колхозсене, шкулсене ҫӳрерӗ. Е йывӑҫ йӗппе кӗпер айне ҫӗвӗ ҫӗлеме кайса ларса, иртен-ҫӳренсен ҫухисене ҫӗле-ҫӗле ямалла-и? — Мотька, мӗнлескер ку, ҫынсене ҫуйӑхтарса ҫӳрекенскер? — тесе пулӑшу ыйтрӗ вӑл хӑйпе юнашар лараканнинчен. Сывӑ пулӑр! Ҫак палламан хӗрарӑм ирӗксӗрех унӑн чӗрине хӑй енне туртнӑ, шанма тивӗҫҫине палӑртнӑ. Тарласа лачкам шыва ӳкнӗ старик-мишавай, шӑрӑхпа тата нумай ҫӳренипе халран кайнӑскер, виҫе лентине ҫавӑрса пуҫтарчӗ те Корчагина каларӗ: — Вӑтӑр ҫул мишавайра ҫӳретӗп, пур ҫӗрте те тавлашусен сӑлтавӗ — йӑран. Площаде виҫӗ енчен ҫавӑрса илсе, пӗтӗм вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе хӗҫпӑшалланса, сичевой стрелоксен дивизийӗ тӑватӑ кӗтеслӗ тӑнӑ. Анчах вӑл тарӑхни ячӗшӗн ҫеҫ пулчӗ: тӗрессипе, ҫил-тӑман тухнишӗн Чуб хытах хӗпӗртерӗ. Тап-таса, ҫӗнӗ хура фрак вырӑнне — вараланса пӗтнӗ, сарлака пӗрмеклӗ шурӑ черкеска тата хӗҫпӑшал. Эпӗ унӑн кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗсене вӑл пирӗн профессор вӗҫӗмсӗр пакӑлтатса калаҫнине епле итлесе ларни тӑрӑх сӑнаса асӑрхарӑм. Чӑн малтанах доктор Ливсин манпа уйрӑлас мар тесе тытнӑ ӗмӗчӗ пурнӑҫланмарӗ: ӑна, хамӑр ҫук чухне ун вырӑнне ӗҫлеме пултаракан врач шырама, Лондона кайма тиврӗ. Ӑс ҫивӗчленсе те ҫуталса каять, шутлавлӑх — чӑн-чӑн юхӑм! — Ҫавӑ ҫав, хисеплӗ ҫыннӑм, памаҫҫӗ, памалла тумарӗҫ. Полевой суд ҫапла постановлени йышӑнчӗ: Вальӑна тата ытти иккӗшне — ҫакса вӗлермелле, ытти юлташсене — персе вӗлермелле. Вилӗм ҫывӑх тесе шухӑшламан вӑл. — Кам пӗлет ӑна? Эсӗ куҫна сӑтӑркала-ха, шӑна вараласа хӑварнӑ ӑна, тетӗп, косилка ҫинче, мучисӗр пуҫне, пурте кӗпесӗр, тетӗп. Мӗн чухлӗ шырарӑмӑр эпир сана. Ҫакӑ вара пулатех, пулӗ вӑл эпир хӳтӗленме пултарайман ҫынсене юнпа пӗвениччен хӗне-хӗне пӑрахнӑшӑн кӑна мар, мундир ячӗпе витӗнсе, хӗрарӑмсене кӳрентерни нимӗнле айӑплавсӑр иртнӗшӗн кӑна та, эпир, ӳсӗрӗлсе лартса, хупахсенче кирек кама та тыта-тыта урлӑ-пирлӗ ҫуркаланӑ-таткаланӑшӑн кӑна та мар. Вӗсем Патагонинче ҫӳрерӗҫ. Австралине ҫитрӗҫ, анчах вӗсене ҫапах та вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель касса кайнӑ ҫӗрсем ҫинче «Британи» йӗрӗсене тупма май пулмарӗ, ҫавӑнпа та документсен виҫҫӗмӗш ӑнланӑвне тӗрӗс тесе шутлама та май пур, урӑхла каласан, Ҫӗнӗ Зеландире тени пур енчен те тӗрӗсе тухать. Паганель ҫапла астутарни унӑн тусӗсене ӳкӗте кӗртрӗ. Ӗнесене тата? Йывӑҫ хушшипе авкаланакан ҫул ҫинче икӗ ҫын пыни курӑнса кайрӗ. Вӑл сӑхсӑха-сӑхсӑха куҫ чалӑртса пӑхрӗ те ухмах пек пуҫне сулкаларӗ. «Пурте килӗшетпӗр!» кӑшкӑрса ячӗҫ козаксем. Ватӑраххисем тухса калама шикленеҫҫӗ. — Рабочисем тетене хӗрхенеҫҫӗ. Серёжка йӑнӑштарчӗ. Ҫавӑнтах вӑл ашшӗ Вялова ӗҫе сӑнаса тӑракан пулма сӗнсен, ҫак мужик унӑн ашшӗ урисем ҫине пӑхса:— Ҫук, ку ӗҫе юрӑхлӑ мар эпӗ, ҫынсене хушма, вӗсене тӗрӗслесе тӑма пултараймастӑп. Питӗ тӗлӗнмелле вӗт, Мак-Набс? — Эпир Корчагина чӗннӗччӗ, сана мар. Эс, учитель, унта ҫитсен, ман Стайкӑна курса та салам пар. Чӑн та, Кралич, эсех-и? Ежов ӑна урӑх енчен питленӗ: — Эс чӑнах та хӑвах алла лекме тӑрӑшатӑн пулсан, — тенӗ вӑл, — ҫӑва патне тухса кай. «Турӑ пур, суймастӑп! Вӑл мана ирӗк памарӗ: ку начар йӑла тата питӗ тирпейсӗр япала терӗ, манӑн туртма пӑрахмалла-мӗн. — Ҫав тери хӑвӑрт ӗҫ пур. Пӗрре ҫапла Жухрай кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек Политовский карчӑкӗ патне кӗрҫе, укҫа парса хӑварчӗ. Вӑхӑт ҫӗрле вунпӗр сехет тӗлнелле. Женя, куҫне хӗссе, мӗн-мӗн курнине йӑлтах, пӗр харӑсах каласа пама хатӗрленсе, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Аслӑ мӑчавӑр кӑна нимӗн хускалман. Катюша Зеленова тӑчӗ те ҫекӗле вӗҫерчӗ. «Подзорная Труба» тӑвӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче пысӑк йывӑҫ. С. С. С. Енчен С. еннелле Скелет утравӗ В.-Ю.-В. еннелле. Вунӑ фут». Вӑл Джемма патне ҫырнӑ, ответсӑрах юлнӑ ухмахла, куҫҫуллӗ, суя ҫырӑва аса илчӗ… Ҫул ҫинче ӑна Троекуров ҫитсе иртсе каять. Темле хӑйпе хӑех пулса пычӗ ку каҫ пӗтӗмпех. Кинемипе ҫапла калаҫса илнӗ хыҫҫӑн тата тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑмасӑр, иккӗмӗш юланут ун хыҫҫӑн кайнӑ. Кӗсменҫе хыҫалтан вӗрекен ҫилпе хумсем пулӑшаҫҫӗ, пӗчӗкҫӗ кимӗ пӗрре шурӑмпуҫ ҫутинче курӑнкаласа, тепре хумсем тӗлне пытанкаласа малалла ишрӗ. Асӑра ҫеҫ илӗр-ха, мӗншӗн, камшӑн пуҫӗсене хураҫҫӗ ҫав ҫынсем! Ара ҫак тӗслӗхех илер-ха: эпир сирӗнпе иксӗмӗр Титока раскулачить тунӑ чухне, мӗне кура-ши? тесе ыйтас килет, ун аҫа йытти ман кӗрӗке татса ҫуркаласа тӑкрӗ? Рада та куҫҫульне чараймасӑр Гинкӑна ыталарӗ. Отделенире пӗр вӑл кӑна кулмасть, чӗнмесӗр ларать. Урине атӑ тӑхӑннӑ, ҫине сӑхман уртса янӑ староста, шут патакӗсем тытнӑскер, аттене катаранах асӑрхаса, путек сурӑх ҫӑмӗнчен тунӑ шлепкине хыврӗ, хӗрлӗ ҫӳҫӗпе сухалне питшӑллипе шӑлчӗ те хӗрарӑмсем ҫине кӑшкӑркаларӗ. — Эсир XVI ӗмӗрте пурӑннӑ ученӑй ҫинчен, ҫутҫанталӑк ҫинчен ӑста вӗреннӗ алхимик, тата ҫулҫӳревҫӗ пулнӑскер ҫинчен калаҫатӑр пулас? — Эппин, «полковниксен пӳлӗмне» лекме тивӗҫлӗ пултӑмӑр. Марья Ивановнӑна мӗн пуласса аса илсенех, манӑн чӗрем чӗтресе кайрӗ. Тамар сӑмсахне ҫитсен пролив татах аслӑланса кайрӗ. Калаҫсах эпӗ ҫак хӗре мӗнле вӗлернине те тӗшмӗрте пуҫларӑм: ахӑрнех вӑл ман паталла таврӑнатчӗ пулӗ те, чугун ҫул ҫинчи нимӗҫсем автоматпа печӗҫ пулӗ. Пичче тӗплӗн каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, эпӗ ҫавӑнта кайса, кирлӗ атласа хӑвӑрт тупса килтӗм. Пугачев халӑха пуҫ тайса илчӗ. Ҫамрӑк амӑшӗ ним туйми манӑҫа кайса выртать, анчах тин ҫуралнӑ ача аран илтӗнекен ӗсӗклӗ сассипе ҫухӑрса ярсан, вӑл куҫне уҫмасӑрах хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче хыпӑнса ӳкрӗ. Лав ҫинче пӗтӗмпех Тарас нӳхрепӗсенче нумайччен ларнӑ лайӑх эрех баклагисемпе пичкесем пулнӑ. Мана та ҫак шӑпа кӗтнӗ. — Эпӗ, паллах, сана награда паратӑп, — терӗ Артамонов, тарҫи лӑпкӑ пулнипе кӑштах именнӗ пек. — Ӑҫта? Ҫавӑнта-и? — Курма атьӑр! Тыткӑна лекнисен колонни мӑн урампа тусан кӑларса пырать. Унӑн пӗтӗм кӗлетки сывӑ ҫыннӑн телейлӗ хаваслӑхӗпе, чарусӑрлӑхпа, ним шухӑшсӑрлӑхпа, мӑнаҫлӑхпа, ҫамрӑклӑхӑн ытарайми илемлӗхӗпе сывлать. Суранӗсем каллех ырата пуҫланӑ, — вӑл вӑраннӑ. Вӗсем пахчаран пӗрле тухрӗҫ те хула урамӗсемпе мар, хула тулашӗпе килнелле утрӗҫ. Картишне кӗчӗҫ. «Ҫапла, — терӗ вӑл ҫине-ҫинех, хӑйне хӑй калаҫса, — «Пилигрим» ҫинче чухне эпӗ чӑн-чӑн моряк мӗн пӗлмеллине пурне те пӗлнӗ пулсан, мӗн чухлӗ асапран хӑтӑлма пулатчӗ!» Ҫапла садра пӗчченех туха-туха ҫӳренӗ чух хам чун киленнине е кӳреннине калама пултараймастӑп. — Кама пурӑнма йывӑр, кама асаппа законсӑрлӑх пусса тӑрать, кама пуянсемпе вӗсен майлисем аптратса ҫитернӗ, ҫавсен пурин те, пӗтӗм халӑхӑн, хӑйӗншӗн тӗрмесенче пӗтекен, асаплӑ вилӗме йышӑнакан ҫынсем майлӑ каймалла. Пӗр ҫыннӑн пилӗкӗ хуҫӑлчӗ, тепри пуҫӗпех ҫук, так-штӑ путрӗ пулас… — тесе пӗлтернӗ. — Эпӗ ӗҫрӗм ӗнтӗ, — терӗ Санин ура ҫине тӑрса, — анчах сирӗнпе ҫӳреме питӗ хавас. Сирӗн ҫӗвӗҫсем пулмалаччӗ, — терӗ. Унӑн куҫӗ йӑлтӑртатса илчӗ, хӑй ман хыҫран кӑшкӑрать: «Эсир, мучи, фулюган, тарапҫӑ!» тет. — Неушлӗ уйрӑммӑн? Ку тӗлте старик хреснай ывӑлне мухтанчӑклӑн куҫ хӗссе илнӗ. — Эпӗ юрӑхлӑ пулмӑп-ши? — хуллен ыйтрӗ амӑшӗ. Фома, ун юррине итлесе, ача пек татӑлса йӗнӗ. Вӗсем ҫинчен шухӑшламасан, урасем айккинелле пӑрӑнаҫҫӗ, алӑсем тем тӗрлӗн хӑлаҫланма пуҫлаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнӑ вӑл, пӗр самант хушши ҫеҫ, тен, пӗр ӗмӗр тӑршшех. Ку маншӑн ҫӗнӗ хыпар! Уэлдон миссис ҫаплах тӑнсӑрччӗ-ха. Морис вӗсен пӗтӗм ҫемйине курайми пулнӑ тесе шутланӑ. Кӗтмен ҫӗртен аякра хуралҫӑ юлан учӗ хыттӑн кӗҫенчӗ. Вӑхӑтлӑха мир тунӑ вӑхӑт иртсе кайнӑ. Анчах ҫапах та вӑл хӑйӗн сӑмах хушма кирлех тесе ҫапла каларӗ:— Джентльмена каласа пар ӗнтӗ, Томас, ан хӑра! — терӗ. «Литератӑн» ҫуллӑ пит-куҫӗнче усал хаярлӑх ялкӑшать. Халӑха вӑл ытти ҫӗр улпучӗсемпе танах пӗлет е, урӑхла каласан, хӑйӗн ялӗнчи кашни хресченех, кашни хресченӗн кашни ӗнинех те, кашни енчӗкӗнчи кашни ытлашши карвованецне те пӗлсех тӑнӑ. Вӗсем ҫапӑҫма хатӗрленеҫҫӗ пулсан, ҫав дуэль искусствин мӗнпур правилисем тӑрӑх пултӑр ӗнтӗ. Хӗрача хӑйӗн вырӑнӗнче пӗр тапранмасӑр ларать, куҫӗсене те уҫса пӑхмасть; сайра-хутра ҫеҫ ҫинҫешке ҫан-ҫурӑмӗ ҫинчи тӗк тӑма пӗлмен шалпар кӗпине вӑл хулпуҫҫи тӗлӗнчен ҫӗклесе хӑпартать; ҫара урисем ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. — Вӗсем те ҫук. — Ну, капла тесен татах хуть, Том мистер, анчах пытармасӑр каласан, вӗсем те мана кирлех марччӗ. Хӑйсем ҫав тӗрлӗ хитрескерсем, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ, пӗртте усал мар, анчах Салли аппа ӑна-кӑна ӑнланмасть, кирек мӗнле йышши ҫӗлене те чӑтма пултараймасть вӑл, эпир темӗнле тӑрӑшрӑмӑр пулин те, вӗсене хӑнӑхса ҫитеймерӗ. Хӑй ҫине маччаран ҫӗлен персе ансанах чалт! сиксе тӑрать те, ӗҫне пӑрахса, пӳлӗмрен тухса ыткӑнать. — Ҫав йӗксӗк кунта кӑна килсе ан кӗтӗр, килсен пирӗн хулана та Клисурӑ пекех ҫунтарттарать… — Акӑ ӗнтӗ, эсир те, юратнӑ ҫыннӑм, — терӗ капитан, пуҫне ҫӗклесе. Вӑл ҫав улӑпа тытса, пӳскене ывӑтнӑ пекех, шыва пӑрахсан, эпӗ хӑрамарӑм… анчах вӑл мана хӑратрӗ. Пирӗн чунсем пӗр евӗрлӗ лайӑх ӗнерӗннӗрен пӗрин хӗлӗхне кӑшт сӗртӗнниех тепринне чӗтрентерет. Ученӑйсене автора лилипутсен чӗлхипе калаҫма вӗрентме хушаҫҫӗ. Хӑйне йӑваш тыткаланипе вӑл император кӑмӑлне ҫавӑрать. Авторӑн кӗсйисене ухтарса пӑхаҫҫӗ. Хӗрарӑм ҫур сехет калаҫма пултарни, ку лайӑх паллӑ. Миките пӳрте чупса кӗрсе пӑтаран пиҫиххи илсе: — Урине, часрах кӑмака ҫинчен чаппан илсе пар-ха — хуҫапа каймалла, — тенӗ. Кил хушшинче мӗн те пулин ырӑ мар шавланине илтсен, чупа пар… Ҫынсен чӗринче яланах хаярлӑхпа хӑрушлӑх пытанса тӑнӑ, Франци революцийӗ ҫинчен пӗлтерсенех вӗсем валли вӑрмансенче йӑвасем хатӗр пулнӑ. Капла та тахҫантанпах курман вӗт. Ларионыч шӗвӗр хулпуҫҫи шӑммисене хӑпартса ӑна ответлет: — Хӗрарӑмӗ, хӗрарӑм евӗрлех ӗнтӗ, сана мӗн кирлӗ? Асту вара, курнӑҫланма пӑрах, эпӗ ун пеккине чӑтма пултараймастӑп! — Кала ӗнтӗ халӗ эсӗ, Швабрин хӗсӗрлекен хӗрпе санӑн мӗн ӗҫ пур? Ҫеҫенхирте ирӗкре пурӑнакан лашасем те ҫӳреҫҫӗ вӗт-ха. Анчах ҫапах та, хам шутланӑ тӑрӑх, совет ман пирки ҫӑмӑлрах решени те йышӑнма пултарнӑ. — Ҫук, ҫук! — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк хӗрсе кайсах Павел Петрович: — эсир, господасем, вырӑс халӑхне тӗрӗс пӗлнине, унӑн ыйтӑвӗсене, унӑн ӗмӗчӗсене пӗлтерекен ҫынсем пулнине ӗненес килмест манӑн! Ӑна Шеел фризакӑн геодези тӗлӗшпе ӗҫленӗ материалӗсемпе Гьерн Гунлаугсӑн типографи ӳкерчӗкӗсем тӑрӑх: 1:480.000 масштабпа Олаф Николай Ольсен ҫырса хатӗрленӗ тӑрӑх литература обществи пичетлесе кӑларнӑ. — Вӑл ҫаплах та-ха, эпӗ сӑмах ҫаврӑннипе кӑна каласа хутӑм; телей сунатӑп, ҫитес ҫӗре лайӑх ҫитмелле пултӑр. — Епле кунсем! Мӗнле хӑрушӑ самант!.. Хӑйӗн яшкине ҫисе ярсан, Рене-Жан кашӑкӗпе тирӗк тепӗнчен хырса илчӗ, унтан, ассӑн сывласа янӑ хыҫҫӑн, мӑнаҫлӑн:— Яшкана йӑлтах ҫисе ятӑм, — терӗ. Ҫурҫӗр енче пӗлӗтсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Серёжа мана пӗлет. Мӗн тунӑ-ха эпӗ ҫак кӗп-кӗске самант хушшинче? Ҫавӑнпа та вӑййине ӑна пӗлес пулать», — тет. «Шӑршла!» Шӑршлать. Пирӗн пурин те тата тепӗр хут ҫӳремелле. Гасиенда хапхине сӑлӑп хунине курсан, вӑл тӗлӗнсе пӑхса илнӗ. — Пӗшкӗ-ӗ-н! Ухмах! Переҫҫӗ! — илтӗнчӗ Юргин сасси. Аркадий Петербург пурӑнӑҫӗнчен темиҫе ҫӗнӗ хыпар каласа пачӗ. Пӗчӗк пароход шыв юххине хирӗҫле пушӑ баржа туртса пырать, шывӗ ӑна каялла илсе каять, унталла-кунталла сулӑнтарать, парохочӗ ҫӑрттан пула пек, сӑмсине выляткалать, хӑйне хирӗҫ пит хӑвӑрттӑн чупакан шыв ӑшнелле кутӑнлашсах ураписемпе тӑрӑнса вӑл мӑшлатса пырать. Шӑпланаҫҫӗ. — Хӑвармалла, — тавӑрнӑччӗ ун чух Соломон. Пӗр самантлӑха та эпӗ авланса чӑннипех илемлӗ те таса ҫемье пурнӑҫӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пӑрахман. Пӗр аллӑ утемсем пек чупсан, Олеся чарӑннӑ, хӑйӗн шурса кӑвакарнӑ чӗрӗм-черӗмлӗ, юнланнӑ питне урнӑ эшкер енне ҫавӑрнӑ та:— Питӗ лайӑх!.. — кӑшкӑрнӑ хыттӑн, унӑн кашни сӑмахӗ майтанра та уҫӑмлӑнах илтӗннӗ. «Чӗрӗ-ши вӑл?» Апла, Мери Джейн асли терӗр? Хресченсем мухтамаҫҫӗ, — анчах вӗсене мӗн итлемелли пур. — «Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранне, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӗлне илсе пыма хушатӑп», — терӗ малалла Гленарван. Ку шанчӑклӑрах адрес пулать, урӑх адрес ман халлӗхе ҫук-ха. Ҫапла тусассӑн — ӗҫӗ те ӑслӑрах, хулан хӑйӗнчен хушса парасси те ҫук. Аллинче ун ҫурта, вӑл куҫне хӗссе пӑхать, йывӑррӑн сывла-сывла ярать. Аркадий ҫавӑнтах шӑпланчӗ, Катя сӑнран кайрӗ. Портика хӳтӗлесе тӑракан тӗмсем аяккипе ҫывӑхрах пӗчӗк ҫул выртать. — Юлташпа мар, эпӗ… хӗрарӑмпа… Вӗсем пӗр-пӗрне ыталарӗҫ; капитан кӗҫ-вӗҫ кулса ямасть: — Ан хӑра, — хушса хучӗ вӑл, Грушницкий ҫине чеен пӑхкаласа.— Тӗнчере ырри нимӗн те ҫук! — Унта кайма юрӗ-ши? Апла пулсан, итлӗр! Е чӑн та халӗ эсир калакан уҫӑ сирӗнте пулсан, эпӗ нимӗн тӑхтаса тӑмасӑрах Бристольри доксенче юрӑхлӑ судно хатӗрлетӗп, хампа пӗрле сире тата Гокинса илетӗп те, ҫулталӑк шырамалла пулсан та, ҫав мула тупма каятӑп, — терӗ вӑл. Ӑҫта чи лайӑх парне — кӑмӑл ҫемҫелнипе тухакан ҫав таса куҫҫуль тумламӗсем? — Социалист, анчах — ухмах мар! — асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ. — Колчо бай! Хаяр та асапланнипе чӑтма ҫук ывӑнса ҫитнӗ сӑн-питне ним чухлӗ те улӑштармасӑр, вӑл: «Эпӗ кунта пӗр-пӗрне ӑнлантарса тӑма мар, ачасене илме килтӗм. Эпир пӗрле пурӑнма пултараймастпӑр, тет. Каҫ пулсан, урамсем тӑрӑх ӳркевлӗн, ерипен утса уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ, калушлисем, тулта типӗ пулин те, калуш тӑхӑнаҫҫӗ, ҫумӑртан хӳтӗлекен зонтиклисем — хӗвел пӑхнӑ чух та зонтикпа тухаҫҫӗ. Эпӗ вӑл шанчӑксӑр иккенне ӑнлантӑм, вара асӑрхавлӑрах пулма шутласа… — Ах, турӑҫӑм!.. Вӑл пӗр ҫакна ҫеҫ туять; хыпашламасӑр сисӗнмелле темӗнле ачашлакан ӑшӑ япала унӑн питне лӑпкаса-ӑшӑтса сӗртӗнет. Халь ӗнте вӑл Рада тем-тем каласа хӑртасса кӑна кӗтсе тӑчӗ. Лере, Ҫӗпӗрте, ӗҫсӗр пурӑнни ҫынсене пӑсса ярать, час-часах усал йӑласем ҫуратать, — мӗн тери пӗлетчӗ вӑл вӗсемпе кӗрешме!.. Кам килет? — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. — Мӗншӗн пытанас? — тенӗ Фома кӑмӑлсӑррӑн. Муҫка мӗскӗннӗн улама пуҫласан, вӑл ӑна лӑплантарма тӑрӑшнӑ: «Ҫитӗ ӗнтӗ, хам часах вилессине эпӗ сансӑрах пӗлетӗп,» — тенӗ вӑл. — Паян сире кӗтмен те, ӗне какайӗ те илсе килмен, — терӗ халӗ ҫеҫ Базаров чемоданне ҫӗклесе кӗнӗ Тимофеич. Эсӗ илтетӗн-и? — Тӳр килсен те, кӑмӑлли кунта нимех те ҫук. Унӑн умӗнче пӑшалсем пулнӑ. — Тур ҫырлах, мӗн пулчӗ ара? — Мӗншӗн? Унтан ҫапла хушса хучӗ: — Ӗмӗрхи шухӑшсене кӗске ӗмӗрлӗ япаласем ӑшне вырнаҫтарнӑ, хут вӑл ҫӗр — ҫӗр аллӑ ҫул хушшинче кивелсе каять, унран ҫӳп-ҫап нумай тухать. Ҫавӑнпа та закон вӗсене пуҫран шаккасан, вӗсем питӗ-куҫне пӗркелеҫҫӗ, анчах ҫапах та питех мар. Вӑл, вӑрт-варт пӗшкӗнсе, тӑпра муклашкине илет те ӑна чӑмӑртаса тӗпретсе пӑхать. Вӑл сывламан пекех выртать, — хӑрах алли урайнелле усӑннӑ, тепӗрне пуҫ айне хунӑ. Темиҫе кун хушши тӳпере пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмарӗ; хӗвел чӑтма ҫук хӗртет, иртен пуҫласах ӑшӑ ҫил вӗрет, вӑл бурунсенче тата ҫул ҫинче вӗри хӑйӑра тустарса, ӑна сывлӑш тӑрӑх, хӑмӑшсем, йывӑҫсем тата станицӑсем урлӑ вӗҫтерсе саланать. Пурпӗрех вӑл вилнӗ, эпӗ ӑна текех нихӑҫан та кураймӑп. — Эсӗ канаш пани хыҫҫӑн кайнӑ пулсан, Кассий, эпӗ ӑссӑр ҫын пулнӑ пулӑттӑм. Хӑш чухне эпӗ хамран хам йӗрӗнетӗп… ҫавӑнпах йӗрӗнместӗп-ши эпӗ ыттисенчен те?.. Кил хушшинче ҫула кайма хатӗрленнӗ машина сасси илтӗнсен, Женя ассӑн сывласа илчӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ. (Италире ҫеҫ ун пек тӑваҫҫӗ) — Ҫук! — Санӑн вара шыва кайса кӗрес килмерӗ-и? Халӗ ӗнтӗ пирӗн нимӗн тумалли те ҫук, кӗтсе ҫеҫ пурӑн. Ваҫили Андрейч каллех ҫухине хупласа ларнӑ. Вӑл хӑй манран аслине, ман ӑна пӑхӑнмаллине мана яланах систеретчӗ, мана ӗҫ хушнӑ чух аллине малалла темле лайӑх маррӑн тӑсса кӑтартатчӗ. Вӑл садри тахӑш тӗттӗм кӗтесре ларнӑ пулас, Эвелина тем тери чӗнсен те сасӑ памарӗ, пурте ҫывӑрсан тин, хыпашлакаласа, хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ. Хам валли паспортпа укҫа илсе килессе ҫеҫ кӗтеттӗм. Халӗ вӑл малтанхи пекех илемлӗ те ҫинҫе кӗлеткеллӗ пулса тӑчӗ. — Мӗскер шеллесси? — Тавтапуҫ. 3. Карап ҫухалас-тӑвас пулсан капитан хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхӗпе Николай Антонович Татаринов умӗнче ответ тытать — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. Атте! — Тата кам пулӗ? — тенӗ Миките. — Эп хырӑму ҫинчен ыйтатӑп, тӑмсай… — «Каланӑ сана — тух, тесе, тухас пулать! Тӑлӑх арӑм Дуглас мана пӑхса ҫитӗнтерме ывӑллӑха илчӗ, анчах ун патӗнчи пурнӑҫ мана пит килӗшсех каймарӗ: тӗрлӗрен йӗркесемпе ырӑ йӑласем вӗрентсе тинкене кӑларатчӗ вӑл — тӳсме те май ҫукчӗ. Юлашкинчен эпӗ тухрӑм та тартӑм. Анчах Николай Антоныч ун аллине тӗксех пӑрчӗ, стаканри шыв та кавир ҫине тӑкӑнчӗ. Хӗрсем вӑл мӗншӗн ҫапла пӑлханнине ӑнланса илме пултарайман, шухӑшлайман та вӗсем Оксана тимӗрҫӗ пирки ҫапла асапланма пултарасса. Вӑл ҫавӑнтах хӑйӗн вырӑнне, пӗчӗк Джек ҫумне, таврӑнчӗ. — Эсир ҫӗрӗпех ҫавӑн пек ларма хатӗр, тесе шухӑшлама пулать! Тарӑн та теттӗм шӑтӑкра, аравсен сӑрӑ амбриллӗ банксем, Ливан латӑнӗн пакечӗсем, ароматлӑ курӑксен тӗркисемпе ҫусем тултарнӑ кӗленче савӑтсем хушшинче, урисене хӑй айнелле хуҫлатса та ӳркевлӗ куҫӗсене хӗскелесе, ватӑ, мӑнтӑр, пӗркеленчӗк питлӗ, кастарнӑ египет ҫынни, хӑй те ҫав шӑршӑпа пуланса исленнӗскер, ним хускалми ларнӑ. Тосун-бей вара Бяла Черквана тӗпренех аркатса тӑкма тапраннӑ иккен! Малтанласа вӑл ҫав юхӑм мӗне пӗлтерме пултарӗ-ха тесе шухӑша кайса кӑна тӑратчӗ-ха, пыра киле тӗлӗнме те тытӑнчӗ, каярахпа вара хӑйӗнне те чунне ярса илчӗ: «Енчен пур ҫӗрте те ҫакӑнти пек хускалса кайрӗ пулсан, — ҫынсем пурте ҫапла калаҫаҫҫӗ-ҫке — мӗн пулса тӑрӗ вара, — тесе шухӑшларӗ вӑл. Индеец Джо ҫуртапа пынине эпӗ ҫакӑнта куртӑм та ӗнтӗ. Ӑслӑ пӑхӑрҫӑччӗ! — Апла пулсан, — тетӗп эпӗ, — халех ҫула тухса каяр эппин. Ун чухне кашни ҫӑлтӑр аякри хӗвел иккенне, вӑл Ҫӗртен миллион, миллиард хут пысӑк иккенне пӗлмен-ҫке-ха. Ученӑйсем каярахпа ҫак ӳкекен ҫӑлтӑрсене метеорсем тесе ят панӑ. Ҫырана ҫапакан хум, паллах, питӗ вӑйлӑ. Эскадрон хӑйӗн боецне ҫухатнишӗн чарӑнса тӑмарӗ. Шел, кунтан кайма тивет, — терӗ вӑл сасартӑк, Горева ҫине пӑхмасӑр, хӑйӗнпе хӑй калаҫнӑ пек. Вӑл ҫуха вара хӳме пекех туйӑнать, ҫавӑнпа та директор ирӗксӗрех пӗрмай малалла ҫеҫ пӑхма пултарать, аяккалла пӑхас тесен, унӑн пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнма тивет. Лось пирус ыйтрӗ, пит ҫӑмартинчен тӗревленсе выртать, туртнӑ май кулкалать. Ӑҫта ан пыр, пур ҫӗрте те — юлташсем пулнӑ пек, пурте пӗр ҫулӑмпа ҫуннӑ пек, пурте савӑнӑҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Шпорӗсене чӑнкӑртаттарса, Лозневой, пӗр ҫӗр утӑма яхӑн чупса кайрӗ те кунта вара кӗҫех хӑйне ӳслӗк чыхӑнтарма тытӑнасса туйса илчӗ. Кайӑк кӑвакалсен кӗтӗвӗ пирӗн пуҫ тӗлӗнчен шӑхӑрттарса вӗҫсе иртсе кайрӗ, эпир вӗсем пирӗнтен инҫех те мар шыва мӗнле анса ларнине илтрӗмӗр. — Ҫаплах шухӑшлатӑр-и вара? — Вӑл пирӗн патӑрта хӑнара пулать-и? Хуларан вунӑ мильӑна яхӑн кайсан тин эпир хунар ҫакрӑмӑр, ун ҫутинче каҫхи апат турӑмӑр, корольпе герцог, хӑйсем халӑха мӗнле улталанине аса илсе, хырӑмӗсене тытсах кулчӗҫ. «Мӗнле-ха ку!» — тенӗ вӑл кӑмӑл пӑтраннине пусараймасӑр. «Манӑн ывӑлӑм Пугачевпа пӗр каварлӑ пулнӑ! Пурӑнать ҫӗр ҫинче ак ҫакӑн пек ӑристан, хыпать, ӗҫет, ҫапкаланса ҫӳрет, мӗн тума кирлӗ-ши? Мӗнле тӗлӗнмелле чӗрчун ку? теҫҫӗ хайхисем. — Вӗрентес ӗҫ кунта пит начар пынӑ пулас, — лӑркарӗ вӑл. — Ир-ха халӗ. Анчах цехра вӗсем кайран та, ӗҫ хыҫҫӑн юла-юла, чылай ӗҫлерӗҫ. Эпӗ сирӗн аслаҫу бригадинче служить тунӑ, — терӗ вӑл каллех Аркадий енне ҫавӑрӑнса: — ҫапла, ҫапла; нумай тӗссем курнӑ эпӗ хам ӗмӗрте. Чим! — канӑҫсӑррӑн мӑкӑртатма тытӑнчӗ Нагульнов, шутӑн пӗчӗк ҫеҫ шӑрҫисене пӳрнипе хуллен кӑна шутаркаласа. Ку Ольга кӑмӑлне кайрӗ. …Каялла ҫул тытнӑ самолётсене ҫумӑр пӗлӗчӗ патне ҫитиех куҫпа пӑхса ӑсатсан, Юргин отделенийӗнчи боецсем пурте пӑшӑрханса ятлаҫкаласа, каллех Андрей окопӗ патнелле пычӗҫ. Ухтищевӑн аллине хыттӑн, ӑшӑ кӑмӑллӑн чӑмӑртаса:— Ӑҫтан эсир пӗлетӗр — эпӗ йӑваш иккенне? — тесе ыйтнӑ вӑл. — Айта, Давыдов, каҫхине пурте пухӑнар та чунтан калаҫар, халӗ сухалама каяр, — сӗнчӗ Дубцов. Вӗсем ҫинче ниҫта та ҫӗрме пуҫланӑ паллӑ курӑнмасть. — Aufqepasst! — мӑнаҫлӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗ такам вӗсен хыҫӗнче. Сӗтелсем ҫине ҫитӗсем витнӗччӗ, ҫӳлӗксене чӗнтӗрлесе каснӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑччӗ. Канма пысӑк манго йывӑҫӗ айне вырнаҫрӗҫ, ун сарлака та ҫӑра тураттисем ҫутҫанталӑк тунӑ хӳшӗ пек, кирлӗ пулсан, ун ҫулҫисем хушшине пытанма та май пур. — Сана мӗн кирлӗ, кала мана, Павел Андреич: эсӗ мана та калама пултаратӑн… Вӑл кулса ячӗ те: эсӗ йӑнӑшатӑн, ман чӗре ун пирки ыратман, ун пек пулнӑ пулсан, эпӗ ҫийӗнчех кунтан тухса кайнӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен, эпӗ хамӑн кӑмӑла тултарассишӗн, — халь эпӗ ун сӑмахӗсене калатӑп, — хамӑн ӗҫе тата тивӗҫе пӑрахма шутламастӑп, тесе ответ пачӗ. Ҫук, ҫитӗ ӗнтӗ ухмахланса ҫӳреме. Ҫав алла сасартӑк тапратса илнине кура эпӗ ухмах Игошӑна — «кӑсьери вилӗме» аса илтӗм. Куратӑн-и эс тӗлӗкре Иван Петров Мякинникова, — хай ху пирки ҫакӑнса вилнине? — Господасем, — питӗ мӑнаҫлӑн пуҫларӗ ҫамрӑк ҫын, — сире шанса, хамӑн вӑрттӑнлӑха уҫса паратӑп. Ирхи апат тӗлне аран-аран тирпейлесе пӗтерчӗҫ. Ивинсен ҫамрӑк гувернерӗ Herr Frost, кукамайран ыйтса, пирӗнпе пӗрле палисаднике тухрӗ, симӗс тенкел ҫине ларчӗ, урисене илемлӗн явса, бронза тыткӑчлӑ туйине вӗсем хушшине хучӗ те хӑйӗн хӑтланӑвӗсене кӑмӑллакан ҫын евӗр сигара туртса ячӗ. Манӑн пичче ӑсран тайӑлман-ши? — Эсӗ иккӗленетӗн-и? — терӗ пичче, — ну, апла пулсан, ман хыҫҫӑн пыр! Вӗсем пурте ҫуран утнӑ. Шурӑ Кашкӑр Синопӑна ҫавӑтса пынӑ. Чӑнкӑ вырӑнта хӑпарнӑ чух ӑна вӑл алӑ ҫинче йӑтса пынӑ. — Картасене-и? Уэлдон миссис ҫакӑн ҫинчен калаҫса татӑлма пултарни питӗ кирлӗ. Вӗсем Бен Джойс каланӑ кӗпер патне ҫитиччен юхӑма май кайма шут тытрӗҫ. Каторжниксем пуррине курсассӑнах вӗсен нимӗн пӑхса тӑмасӑрах каялла тавӑрӑнмалла. — Эпир ыран Киева каятпӑр, — терӗ хӗрарӑм, те ыйтса, те хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетсе. Уҫӑ пӗлӗт айӗнче юр хӳсе кайса вилӗ шхунӑна инҫетри экран ҫинче курса тӑнӑ пек туйрам эпӗ. — Эпӗ калаҫса пӑхрӑм унпа, — кӳреннӗ пек пулчӗ Кораблев. Чӑннипех калас пулать — вӗсем ҫав условие вӗҫне ҫитичченех тӗрӗс тытса пычӗҫ. Вӑл таврӑнсан, Бекки ӑна ҫапла каланӑ: «Эсӗ ҫавӑн пек пустуй япаласемпе ман ҫума ан ҫыпҫӑн-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ывӑннӑ, эпӗ хам часах вилессине пӗлсе тӑратӑп, ҫавӑншӑн эпӗ хӗпӗртетӗп», — тенӗ. Вӑл шӑппӑн пурӑнатчӗ, ним сассӑр утса ҫӳретчӗ, хуллентерех сасӑпа калаҫатчӗ. Юлнӑ ҫӑкӑрӗпе апат-ҫимӗҫӗсене каллех хутаҫҫисене чиксе хучӗҫ. Европа, Ази, Африка, Америка, Австрали, пӗтӗм тӗнче — пурте Англи аллине ҫакланнӑ. Йытӑ вӑрӑммӑн, пӳлӗне-пӳлӗне уласа ячӗ. Ыйткалакансен чӑнах та нимӗн те ҫук ӗнтӗ. Ҫавӑн пек пулмалла та, — терӗм эпӗ йӑл кулса, ҫав вӑхӑтра хам: унӑн йӑмӑкне качча илсен лайӑх пулӗччӗ, — тесе шухӑшларӑм. Поляксен енчи ҫур ялӗнче пӳртсемпе сарайсен ҫийӗсене ҫынсем сырса илнӗ те шывӑн ку енче мӗн пулнине шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ. — Ҫак лайӑх ачана чуптуса илме ирӗк паратӑр-и мана? — ыйтрӗ Гаррис. Чарӑнчӗ, кӗпер ҫинче пӗр чун та ҫук. Пӗрне те чӗррӗн вӗҫертме юрамасть! Сирӗн ушкӑн командирӗ пулма Марьин подхорунжие хушатӑп. Картишӗнче сӑнчӑрпа кӑкарса хунӑ Трезор хулӑм сасӑпа вӗрсе ячӗ. — Хӑратӑп, — тесе сасӑ пачӗ ӑна лешӗ ҫинҫе сасӑпа. Карт та хӗҫ, хӗҫ те карт… Ҫур ҫул хушшинче эсир пӗр пичетленӗ сӑмах вуламан вӗт. Тепӗр тесен, ӗҫсем йӗркеллӗ пырсан, телей пулсан, кунта гвардиринчен те ирттерме пулать: унта 10 ҫул хушши служит туса полковнике тухатӑн, а кунта Тотлевен авӑ, 2 ҫул хушшинчех подполковникрен генерал пулса тӑчӗ. Айртон фургонӑн ларчӑкӗ ҫинче пырать, мистер Ольбинет, ӗмӗрне те лаша ҫине ларса курайманскер, фургонра багажсемпе пӗрле вырнаҫӑп терӗ. Каллех ҫын. Тырӑ вӑл пире мар — земствӑна… — тесе кӑшкӑрнӑ. Ҫавӑнпа тӑрӑшатпӑр-ҫке, паян иртенпе те ҫӑвара пӗр тӗпренчӗк яман. — Охо, — чӳрече каррине сирсе, тӗлӗнчӗ Георгий. — Эсӗ сӑмахшӑн ан ҫыпҫӑн! Эпӗ лӑпкӑ, тата, турӑшӑн паллӑ, эпӗ вилӗме ӗлӗк те лайӑхрах пурнӑҫ ҫине куҫни пек шутлаттӑм, халӗ те ҫаплах шутлатӑп; анчах мӗншӗн-ха мана куҫҫуль ҫунтарса ыраттарать?.. — Кавалье, ан аван! Малтан мана виҫҫӗмӗш пулас ӗмӗт татӑлни, унтан экзамена вуҫех параймасран хӑрани асаплантарчӗ, юлашкинчен ҫакӑн ҫумне тӗрӗсмарлӑха ӑнкарнин туйӑмӗ, кӑмӑл кӳренӗвӗ тата тивӗҫсӗртен мӑшкӑл тӳсни хутшӑнчӗ; кунсӑр пуҫне, хамӑн ӑнланусем тӑрӑх, профессор comme il faut шутӗнчи ҫын пулманшӑн эпӗ ӑна курайманни, — ҫакна эпӗ унӑн кӗске, ҫирӗп те ҫаврака чӗрнисем ҫине пӑхса пӗлтӗм, — ҫав туйӑмсене пушшех вӑйлатрӗ, йӳҫӗрех турӗ. Каласа парӑр-ха, мӗнле ҫапла пулса тӑчӗ? Чир тепӗр хут пусса килсен те эсир мана пурпӗрех пулӑшаймастӑр: эпӗ текех опиум ӗҫместӗп. Патша вара Суламифе аллинчен тытса ҫавӑтнӑ та ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗ залине ертсе кайнӑ, унта вӗсене тусӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем кӗтсе тӑнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл тикан майри иккен. Владимир Ефимович аялти кӗпипе кравать ҫине ларнӑ та аттине хывать, мекӗрленинне пула хӗремесленнӗскер: «Мана, Шурочка, пӗлетӗн-и, сан Ромашову акӑ мӗнле йӑлӑхтарса ҫитернӗ. — Чӗмпӗр… — звук пек, ҫын хыҫҫӑн каланӑ Фома, хӑй каллех пӗр сӑмах та тупаймассине туйса. Тпруу, хоф, чарӑнӑр! — терӗ. Нагульнов ҫывӑха ҫитсе тӑчӗ. — Эпӗ сан патна ҫӗр каҫма килтӗм. Вӑл ҫакна хӑй ӑшӗнче тытса усранӑ, унпа мухтаннӑ тата, ҫавна пӗлсе тӑмасӑрах, унпа телейлӗ пулнӑ. «Мӗншӗн эсӗ вӗсен пуҫне ҫавӑрма шут тытрӑн-ха? — тесе ыйтнӑ вӑл Лизӑран, — акӑ мӗн каласшӑн эпӗ сана: питне шуратни сана питӗ килӗшет; эпӗ, хӗрарӑмсен туалечӗн вӑрттӑн енӗсене пӗлместӗп, анчах эпӗ сан вырӑнта пулсан, пите пӗрмаях шуратса ҫӳренӗ пулӑттӑм; нумайах мар, ҫиелтен кӑна», — тенӗ. Кулӑшла та вырӑнсӑр пек туйӑнать ӑна вӗсен тӗрлӗ эгреткӑсем, шарфсем, тем пысӑкӑш суя чулсем, тӗксемпе нумай йышлӑ хӑюсем патне пӗтӗмӗшле туртӑнӑвӗ: ҫакӑнта-ҫке-ха курӑнса, палӑрса тӑрать те ӗнтӗ килте хӑртакаланӑ ним килӗшӳсӗр ҫӗтӗк-ҫурӑк пуянлӑхӗн ытлӑх-ҫитлӗхӗ. «Пилигрим» тытса пыракан ҫул тӗрӗсси, майлӑ вӗрекен хӗвеланӑҫ ҫилӗ карапа палӑртнӑ тӗле илсе ҫитересси пирки Уэлдон миссис иккӗленмерӗ. Ӑнланатӑр-и? Урӑх йышши тата урӑх нациллӗ этемсен ҫавӑн пек янах шӑммисене тата Францире, Швейцарире, Белгире хӑш-пӗр ҫӗр хӑвӑлӗсенчи ҫирӗп мар тӑпра ӑшӗнче тулнӑ, ҫавӑнтах тата хӗҫпе-сӑнӑ таврашӗ, кил-ҫуртри япаласемпе тӗрлӗ орудисем, ача-пӑчасемпе ҫитӗнмен ҫамрӑксен, ҫитӗннисемпе ватӑ ҫынсен шӑм-шаккисене тупнӑ. Хаяр аслати пӗтӗм ҫӗре кисрентерсе авӑтать. Анчах вӑл пурӑнӑҫ ҫинчен мӗн калани, пуринчен ытла Уҫӑп ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем ман чӗрене пит хытӑ пусса илчӗҫ. — А ку, вӑйсӑрри, пирӗн ротӑри салтак, — терӗ денщик, улпучӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхнӑ май аманнисем тиеннӗ лав ҫинелле кӑтартса. Ҫак вӑхӑтра хайхи лав вӗсемпе танлашрӗ. Нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл куҫӗсене уҫрӗ те, ӑнран кайнӑ ҫын пек, Монтанелли ҫине пӑхрӗ. Хӗвел пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленни Совет Союзӗнче 1936 ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче курӑннӑ. — Никак нет, Константин. Василий Васильевичран вӑл хӑйӗн кровачӗ патне радиотрансляци илсе пыма ирӗк ыйтса илчӗ. Хӑй ҫинчен Алексей Петрович малтанхи пекех тытӑнарах калаҫрӗ. Эпир тӗл пулнӑ хыҫҫӑн вӑл нумай та ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫнӑ. — Ҫапла ҫав, господин Лиденброк. Вӗсем, хӑйсен вӑйсӑрлӑхне курса аптраса ӳкрӗҫ, аллисене усрӗҫ. Унӑн пӑлханасси ҫук ӗнтӗ, пӗрер япалапа интересленес пултарулӑхӗ таҫта кайса кӗнӗ. Гленарван ним тума пӗлмесӗр ӳкӗнсе пычӗ. Роберт куҫҫульсене ҫӑтса унпа юнашар пырать. Ыран курӑн ак, танксем кӑларса ярӗ те ак… Илья, картах сиксе, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те пукан ҫинчен васкамасӑр анчӗ. Ачасем харӑсах сиксе тӑчӗҫ. — Спаҫҫипӑ, — терӗ Нестеренко аран илтӗнмелле. Франци ҫӗрӗн тӑватӑ пайӗнчен виҫӗ пайӗ пушӑ выртать, ҫӗре пӗтӗмпех сухалӑр, ытлашши улӑх-ҫарансене пӗтерӗр, обществӑлла уй-хирсене пурне те пӗр тан уйӑрса парӑр. X. Ҫ. 1923 ҫул». — Кала-ха тархасшӑн, Ерофей, — тесе сӑмах пуҫласа ятӑм эпӗ, — мӗнле ҫын вӑл ҫав Касьян? Эсӗ хитре йӗкӗт, картинка тейӗн. Вӑл халь ҫеҫ ҫирӗм ҫул тултарнӑччӗ-ха, сӑнран пӑхсан вӑл тин кӑна ӳсекен ҫамрӑк пек курӑнатчӗ, ҫапах та ун ҫине пурте йывӑр кун килсен ӑслӑ канаш пама, яланах мӗнле те пулин пулӑшу пама пултаракан ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ. Ҫак чаплӑ ҫынсен хушшинче вӑл чи ҫамрӑкки, чи илемли пулнӑ. Мӗн тума кирлӗ-ха тата мана вӑл спасибо калани? Е вара ҫав темӗнле кӑвак сӑн-питлӗ ӗҫкӗллӗ ҫын тата кунпа пӗрлех ҫӗрсе кайнӑскер пирки пиртен, ӑнӑҫлӑх джентльменӗсенчен пӗри те пулин ҫакӑн чухлӗ укҫаран каялла ҫаврӑнса кайӗ-шим? — терӗ вӑл. Тарас кунтан…» Алвишпа ытти чура сутуҫисем ӑна хирӗҫ васкарӗҫ. Вӗсем ӑна хисеплӗн саламлама ӳркенмерӗҫ, мӗншӗн тесен коронӑллӑ эрехҫӗ йӑпӑлтатнине пит юратать. Ромашов кенгуру пек тапса сикрӗ. — Ывӑл, атӑҫӑ. — Пулӑшма килтӗн-им? — ыйтрӗ Умрихин, ӗҫлеме пӑрахмасӑр. «Пристаньте карапсем пур, ыран Геленджика тухса каятӑп», — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Ҫавӑнтах, ҫӳле ҫакса янӑ шӑнкӑрч йӑвинче, хӑйсен сывлӑшри ҫуртӗнчен тӗлӗнсе лӑпкӑн аялалла пӑхса, шӑнкӑрчсем пакӑлтатса лараҫҫӗ. Районри канашлура пире мухтарӗҫ, Алексей Витаминыч… Сапёрсем кунта ҫӗрӗпех щельсем алтнӑ, блиндажсем тунӑ. Тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ иккӗленсе: — Мӗн тума кирлӗ-ха сана хушаматна ҫырма пӗлни? Арҫын ачасем ту ҫинчен утса анчӗҫ. «Эпӗ тӑратӑп, эпӗ чӗнместӗп, — полковник хӑлхинчи алкана куҫ илмесӗр пӑхса, салхун шухӑшларӗ Ромашов, — манӑн ӗнтӗ тытмалла та каласа ҫеҫ хумалла: эпӗ хам та ҫав ҫемйене хисеплеместӗп, хуть те халех унран хӑтӑлса тухма, запаса кайма хатӗр, темелле. Вуниккӗмӗш ҫулхи май уйӑхӗнче вӑл Энск хулине хӑйӗн ҫемйипе сывпуллашма килнӗ, июнь уйӑхӗн варринче вара «Св. Мария» шхунӑпа Петербургран Владивостока тухса кайнӑ… — Филипп, мӗншӗн хальхинче Тиечука сулахай енне мар, сылтӑма пичевленӗ? — хӑюсӑртараххӑн ыйтатӑп эпӗ. Тухакансем уйрӑмах иккӗмӗш бригадӑран нумай пулчӗҫ, унта мӗн пурӗ те ҫирӗм тӑхӑр хуҫалӑх кӑна тӑрса юлчӗ, вӗсен шутӗнче те, Любишкин бригадир калашле, «тухса тарма хатӗрех тӑраканнисем» темиҫе ҫын пур. Вӑл хӑйне хӑй тахҫанах: — Служить тӑвас-тӑк — служить тӑвас! — тесе шухӑшлама хӑнӑхтарса ҫитернӗ. — Епле апла? Ҫакӑн тарӑнӑшӗнче-и? Ҫӗр ҫийӗнчен аялта-и? — тесе ыйтрӑм. Кунта — хӗрлӗ материпе витнӗ пысӑк сӗтел, столярнӑй мастерскойри ачасем хӑйсемех тунӑ темиҫе пуканпа тенкел, стенасем ҫинче ҫулпуҫсен портречӗсем, сӗтел хыҫӗнче коллективӑн пӗтӗм стена сарлакӑшӗпе сарса, ҫакна ялавӗ. — Халӗ ӗнтӗ тарма юранӑ пек туйӑнать мана, — терӗ Морис, татах итлесе тӑрса. Гусев урисене сарса хучӗ, вӗренрен тытрӗ те бронза алӑка ҫӗклерӗ; алӑк йывӑр, анчах темех мар, — йӑтса пыма пулать. — Кун чухлӗ апат-ҫимӗҫ Ҫӗр варрине ҫитме те, каялла таврӑнма та ҫителӗклӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ытлашши юлнӑ ҫимӗҫсемпе эпӗ Иоганнемри хамӑн юлташӑмсене чаплӑ апатпа хӑна тӑвӑп. Хам пурнӑҫра эпӗ никампа та алла-алӑн тытӑнса утман, станицӑра ҫамрӑксем унашкал ҫӳренине вара час-часах курнӑ: е каччи хӗрӗн аллинчен туртать, е хӗрӗ каччине. Вӑл, вылянӑ хушӑра, темӗнле ӑнсӑртран ытлашши ҫырса лартрӗ. Мӗн тери йывӑрлӑхпа куҫса пынӑ вӑл юрпа витӗннӗ пушхирпе! Пушӑ ҫуртсенче каҫхи хура ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрет. Пӑхӑр-ха ҫак тӗлӗнмелле йытӑ ҫине! Атьсем хваттерсем тӑрӑх кайрӗҫ, иккӗшӗ лашасем патӗнче юлчӗҫ… Атьсем ӗнтӗ… Юрамасть… Лашасене ҫавӑтса кайӗҫ. — Ҫав ҫынна вӗлермешкӗн пӗрре пӑшалпа пениех ҫителӗклӗ пулнӑ-и, е пуҫне касса татсан тин вӑл вилнӗ тесе шутлатӑр-и эсир? — Вӑл мӑнкӑмӑллӑ ҫын вӗт. Шыв пӑрӑхӗ, шутласа пӑхӑр-ха, пур, — тухтӑр веллингтони ҫывӑхӗнче аллипе хыпашлакаларӗ те тӑм труба катӑкӗ тупрӗ. — Нимӗскере те хисеплемен ҫынна пӗлтерет темелле, — хушса хучӗ Павел Петрович, каллех ҫӑкӑрӗ ҫине ҫу сӗрме тытӑнса. — Ху свинка эсӗ! Унтанпа ӗнтӗ 17 ҫул иртрӗ. Пысӑк заводра та, пӗчӗк тимӗрҫ лаҫҫинче те пурпӗрех вӑл — ответлӑ ӗҫ, эпӗ сана чӑнласа калатӑп. — Вӑкӑрсене сутас тенӗччӗ, Макар. Шубин ашшӗ ӑнсӑртран вилсе выртни ҫамрӑк ҫыннӑн пурнӑҫне кӑштах тӗпренех улӑштарман. Хатӗрленмелли мӗнпур ӗҫсене маркиз хӑй ертсе пычӗ, — приказсем пачӗ, йӗркелерӗ, хавхалантарчӗ, пӗтӗм ӗҫсен чунӗпе чӗри пулчӗ — хаяр та ҫирӗп чӗре. Ҫак ӗҫкӗсем 3. барон патӗнче, юриех савӑк пек туса, ҫунтарнӑ сахӑрлӑ ромпа шампански ӗҫнинчен пачах урӑхла пулнине эпӗ туйса тӑратӑп. Ӑна Корчагина тытса хупни те, Тоня вӑл ачана кӑмӑлласах йышӑнни те, хӑй ӑна пӗлменни те шухӑшлаттарать. Джемма пӗр чарӑнмасӑр, ытла та кӑмӑллӑн та лӑпкӑн, хӑш чухне кӑшт ҫухӑрарах кулчӗ… Петра урӑх вырӑнти ҫӗрсем — ылтӑн тырӑсемпе хумханакан анлӑ уйсем аса килчӗҫ, вӑл ассӑн сывласа илчӗ. Зеб ӳсӗрскерне мӗнпур вӑйпа тытса силлеме пуҫланӑ; хирӗҫ темскерле мӗкӗрсе илни ҫеҫ илтӗнсе кайнӑ, анчах ҫавӑнтах ун вырӑнне каллех ӗлӗкхи пек хыттӑн харлаттарасси пуҫланса кайнӑ. Вӑл тӗпсӗр тарӑн сенкер тӳпене курчӗ. Вилнӗ чух хӑйӑрӑлса юлнӑ пичӗ сехрене хӑпартасла хӑрушшӑн курӑнать. Грант капитана Элен ӑна шырама тухсан мӗн-мӗн курнисене пӗтӗмӗшпех каласа кӑтартрӗ, вара ашшӗ хӑйӗн ачисен паттӑрлӑхӗшӗн пӗтӗм чӗререн мухтанчӗ. Ун ҫинчен ним те илтӗнмест, — ыйтрӗ прокурор. — Ҫыру! Шӑплӑх та ирӗклӗх. Вӑл ҫак пушхирсен ачисем хӑйсен тӑван ҫӗршывне пысӑк вырӑна хурса хисепленине пӗлет. Ҫаплах ан пыр тепӗр каҫӗнче те… ун хыҫӗнчи тепӗр каҫра та… Палламан ҫынпа вӑл хӑй калаҫа пуҫларӗ. Ҫавна лаша мар, унӑн хуҫи турӗ. Дм. Эп Ярославльте пултӑм. Вудли Пойндекстер — кӑнтӑрта сахӑр плантацийӗсем тытакан пысӑк хуҫасенчен пӗри пулать. Турра кӗлту: вӑл сана хӑвармӗ. Каҫӗ питӗ уяр, ырӑ шӑршӑллӑ, ҫав тери лӑпкӑ пулнӑ, — инҫетри канонада кӗрлени халӗ ҫапӑҫу шавӗ пек мар, таҫтан аякран иртекен тӑвӑл сасси пек ҫеҫ илтӗннӗ. — Гвардеец! — мӑкӑртатса илчӗ Макар, миххе ҫыхнӑ тӗвве шӑлӗпе туртса салтса. Фронтри тӑвӑл умӗнхи лӑпкӑлӑх вӑраха кайрӗ. Эсӗ ӑнланатӑн пулас: ученӑйсем хушшинче кӗвӗҫекенсем те сахалах мар: вӗсенчен пайтахӑшӗ ҫав инҫе ҫула тухса каяс текеннисем те тупӑнӗҫ, анчах вӗсем пирӗн ҫав вӑрттӑн ҫулӑмӑр ҫинчен эпир каялла тавӑрӑнсан тин пӗлмелле пултӑр, — терӗ. Розелли госпожа кайма пултарайманни ҫинчен татӑклӑн каларӗ; Ҫынсем ӳтпе те чунпа та пӗр евӗрлӗ. Пур ӗҫе те наука кӑтартнӑ пек туса пымалла пирӗн. Вӗсем кулкаларӗҫ, анчах килӗшсе ҫитеймерӗҫ, пӗр-пӗрне парӑнасшӑн та пулмарӗҫ, вара сисеймесӗрех килти ӗҫсем тата ачасем ҫине куҫрӗҫ. — Итлӗр-ха! Вӑл хӑйӗн чӗлӗмне аяла манса хӑварнӑ та, мана ӑна илме ярасшӑн пулнӑ мӗн, — вӑл нумай вӑхӑт хушши чӗлӗм туртмасӑр чӑтаймастчӗ. Анчах, эпӗ хам калаҫнине никам та ан илттӗр тесе, ун ҫумне тачах пытӑм та, пӑшӑлтатса каларӑм: — Доктор, манӑн сирӗнпе калаҫас пулать. — Эпӗ сирӗн пата комитет хушнипе килтӗм, — тесе пуҫларӗ вӑл. — Сирӗн памфлетӑр пирки унта пысӑк мар тавлашу тухнӑ. Тепӗр сехетрен пичкесем, михӗсем тиенӗ икӗ тоннӑллӑ грузовик, пухӑнса ҫӑвар карса тӑракан ҫынсем умӗнчен, трактир хуҫи килӗнчен, тухса кайрӗ. Бакенбардӑллӑ улпут Званцева Жан тесе чӗннӗ, ку ята вӑл тахҫантанпах сунаспа аптранӑ ҫын пек каланӑ. Вӑлта хулли тытнӑ алӑ кӑшт чӗтресе илчӗ, хур тӗкӗнчен тунӑ хулкка кӑшт туртӑнчӗ, ун тавра тикӗс шыв ҫийӗ тӑрӑх пӗчӗк ункӑсем чупса саланчӗҫ. Кунта «Пӗр ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп, ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна…» «Шӑмӑ ҫӗмӗрӗлмен», — мӑкӑртатрӗ вӑл шӑл витӗр, — «пуля тарӑнах кӗмен, пӗр vastus externus мускул витӗр кӑна тухса кайнӑ. Алексей ӑнӑҫсӑр атакӑланӑ истребитель ҫинче опытлӑ та вичкӗн куҫлӑ летчик ларнӑ-мӗн. Пуринчен те айӑплӑраххине туйса, приемщик хӑйне ӑнсӑртран йӑнӑш тунӑ пек тыткалать. Ҫакна вара эсир, эсир тӑватӑр пулать! Титокне эпӗ Захарченко патне ГПУ-на ӑсатрӑм, — терӗ. Тулта ҫумӑр лӳшкет, — никам та тула тухас ҫук, пирӗн пата, пирӗн кӗтесе килсе те пӑхас ҫук. Вилӗм шыранӑччӗ вӑл хӑйне, анчах ҫавӑн пек самантра ҫеҫ хускалан пурӑнас туйӑм ӑна хӑтарчӗ. Тутлӑн туйӑнчӗ ҫав ӑна хӑйӗнчен вунӑ ҫул аслӑрах хӗрарӑмӑн юратӑвӗ, малтанхи тӑмсем тивсе ҫунтарнӑ хӗллене юлакан вӑрманти панулми пекех тутлӑн туйӑнчӗ… Ку, ку вӑл — нимех те мар! — терӗ. Лутра пӳллӗ те «чышкӑ пек» тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ Людмила Кашкина вистенекен пӗчӗкҫӗ сӑмси ҫине пирус хучӗ ҫыпӑҫтарса хунӑ, пуҫне хутран тунӑ виҫкӗтеслӗх, ҫине — кӑвак майкӑпа трусы тӑхӑннӑ, ӳчӗ унӑн табак тӗслӗ, вӑл кутамас арҫын ача евӗрлӗ курӑнать. Ҫак вӗсене килӗшнӗ, анчах Петр, шӑллӗн ывӑлӗ хӑйне юратманнине лайӑх курса тарса, хӑй те ӑна юратман. Ку вӗт вӑл — халат тӑхӑннӑ шуйттан! — тесе хучӗ. — Марин йысна, эсӗ капла ҫука тӑрса юлатӑн, — терӗ Огнянов хуҫана. Пурте пӗлеҫҫӗ: пӑлханни, пуринчен ытла хаваслӑхпа пӑлханни — вӑй хушать; эпӗ ҫавӑн чух пит те пӑлханнӑччӗ, ҫав тери хӗрсе, ним ҫинчен шухӑшламасӑр ӗҫлерӗм, юлашкинчен «халран кайрӑм» вара. Мана тапӑннӑ хӑрушла пысӑк упӑте ҫинчен (вӑл слонран пӗчӗкех марччӗ) ак мӗн каламалла: кӗтмен ҫӗртен пулнипе хӑраса ӳкмен пулсан, вӑл ман пӳлӗме аллине чиксе янӑ вӑхӑтра эпӗ ҫав хӑрушӑ пысӑк чӗрчуна кортикпа пит пысӑк суран туса хам патран хӑвӑртах тартаттӑмччӗ пулӗ, терӗм. Хӑнасем хӑйсене валли ятнех тирпейлесе янтӑланӑ пӳлӗмсенче ҫывӑрчӗҫ те тепӗр кунне, часах пӗр-пӗрне каллех курма сӑмах парса, ырӑ кӑмӑллӑ хуҫаран уйрӑлчӗҫ. Вӗсем унта шӑвӑҫ тирӗксем ҫине е мӗн те пулин урӑххи ҫине ҫырнине пурпӗр ҫуррине те ӑнланма ҫук. — Кайса пӑхӑр-ха, Вланг, ӑҫтарах ӳксе ҫурӑлчӗ вӑл. Фелим О'Нил илемлӗ хӗрсем ыйтнине, пуринчен ытла сирӗн пек хура куҫлисем ыйтнине сайра ҫеҫ кӑмӑл тумасӑр хӑварать. Хайхи алӑкӗ патне ҫитмешкӗн хӗрӗх утӑм — унччен малтан хам утнипе танлаштарсан, ку нимӗн те мар ӗнтӗ. Мирон учителӗ, студент, полици вӗренме чарнӑскер пулнӑ; унӑн каҫӑр сӑмсаллӑ арӑмӗ пирус туртнӑ, гитара каланӑ. Серёжка! — тин ҫеҫ тӑна кӗнӗ пек пулчӗ Лукерья. Павка вут чӗлхисем ҫинчен куҫне аран уйӑрса илчӗ. «Ку, чӑн, тӗрӗс: анчах саккун калать: вӑрӑпа айӑпа кӗни, тет, лайӑх тавҫӑрса ҫеҫ илсе пӑхӑр-ха, айӑпли, тет. Пӗлетӗн-и, эпир сан улпутупа ҫав тери туслӑ пулнӑ-ҫке, пӗрле пурӑннӑ… — Илместӗп, тӑванӑм… Гимнастика хыҫҫӑн, ҫынсене вунӑ минутлӑха кану парсассӑн, офицерсем каллех плац варринче, параллеллӗ каштасем патӗнче, пухӑнса тӑчӗҫ. Пушар вырӑнӗнчен йывӑр виле шӑрши кӗрет. Инсаров чӗринче ҫак ҫынтан йӗрӗннӗ туйӑм хускалчӗ пулсан та, вӑл прокурора тав турӗ, ҫитес кунсенчех тепре килсе кайма пулса сывпуллашрӗ. Ҫирӗп сасӑ пусса пынипе шӑплӑх тата ытларах хытрӗ, вӑл сасӑ зал стенисене аяккалла сарса пынӑ пек туйӑнчӗ, Павел тата ытларах палӑрса пырса, ҫынсенчен аяккалла, инҫете кайнӑ пек пулчӗ. — Пулма пултараймасть, — хирӗҫлерӗм эпӗ ҫирӗппӗн. — Вулкан сирпӗнтерсе кӑларассине, Аксель. Ҫук… хули вара пырать пек, аванскер… Чӳрече патне пырса, харкашакансем ҫине пӑхса илнӗ те вӑл каллех ӗҫлеме ларнӑ, хӑй шухӑшӗпе, йӑлтах куртӑм ӗнтӗ, тенӗ вӑл. Кӑнтӑрлахи апат яланпа пӗрех комендант патӗнче ҫиеттӗм, вара кунӑн юлашки вӑхӑтне те ҫавӑнтах ирттереттӗм. — Марыся, тӑр! — Эсир… мана ҫилленместӗр-и? — чӗнчӗ юлашкинчен Санин. Калаҫу тӗрлӗ япала ҫинчен пычӗ, анчах та кашни виҫӗ минут хушшинчех ыйха яракан кӗске вӑхӑта чарӑнкаласа ларчӗ. — Бригадира калӑп, анчах ҫырма кирлӗ мар, бюрократизмпа тӗрлӗ ҫыру таврашӗ сирӗнсӗр те ҫитет. Гленарванпа майор тавлашма шутламарӗҫ. Пӗр япаларан ҫеҫ хӑратӑп эпӗ, пульӑсем шилетнине кура, эсир, тӑшмана курас тесе, амбразурӑран пуҫӑра кӑларса пӑхсан, нимех те кураймӑр, курсан та тӗлӗнсе кайнӑ пулӑттӑр, ав ҫав, хӑвӑрпа юнашар пекех курӑнса выртакан шур чултан купаласа тунӑ вал хыҫӗнче тӑшман иккен, вал хӳтлӗх тӗлӗнче шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем курӑна-курӑна каяҫҫӗ, ҫавӑ теҫҫӗ ӑна салтаксемпе матроссем. Чимӗр-ха, — тӑсрӗ вӑл малалла Базаров патнелле ҫавӑрӑнса: — эсир, тен, хӑвӑрӑн вӗрентӗвӗр ҫӗнӗ япала тесе шутлатӑр? Ҫапла ҫӳлелле хӑпарасси миҫе хут улшӑнни ҫинчен эпӗ калама пултараймастӑп. — Эпӗ пур, пӑхатӑп та — эсир ҫав тери самӑр, качча кайнӑ пулӗ те ача кӗтетӗр пулӗ, тесе шухӑшларӑм. Старике хӑма заводӗнчен хӑваласа кӑларӗҫ, пушӑпа ӑшалӗҫ. «Кайӑрах, Иван Иванович, тухса кайӑр! «Ҫук, — ухмахах», — шутларӗ Артамонов, унтан кӗсйинчен картузне туртса кӑларчӗ те сада тухса кайрӗ: утнӑ май унӑн хуҫӑлнӑ сӑмсине ҫавӑркаласа пӑхрӗ. — Каймаллах курӑнать. Савнӑ хӗрӗн аллисем хыттӑн ыталаса илеҫҫӗ, электричество токӗ килсе ҫапӑннӑ пек вӗри тутасем тӗл пулса ҫыпҫӑнаҫҫӗ — мӗн пулма пултарӗ тӗнчере ҫакӑнтан тӑванраххи. Вулич поручик сӗтел патне пырса тӑрсан, вӑл пӗр-пӗр тӗлӗнмелле ӗҫ тӑвасса кӗтсе, пурте шӑп пулчӗҫ. — Ташӑ хӑй вӑхӑтне пурӑнса ирттернӗ ӗнтӗ, ташласси айван та кулӑшла, тет. Пӗри салтак тумтирӗ евӗрлӗрех тумпа. Ун ҫумӗнче ҫӗмрӗк пушӑ фляга выртать. — Ежов патне каяс-и ҫывӑрма? — Австралин? — тесе ыйтрӗ Паганель. Юлашкинчен Квакин чарӑнса тӑчӗ, ӳкернӗ карттусне илсе, чӗркуҫҫи ҫине ҫапса силлерӗ, мороженӑй сутакан патне пырса, пӗр порци илчӗ. йывӑҫ ҫумне таянса, йывӑррӑн сывласа ячӗ тӗ мороженӑйне, нихҫан курман пек, катӑкӑн-катӑкӑн ҫӑтма тытӑнчӗ. Усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене вӑл хӑлхисем хыҫне тирпейлесе пуҫтарнине, эпӗ халиччен курман ҫамкипе тӑнлавне уҫӑ хӑварнине пӑхса тӑтӑм; пысӑк симӗс тутӑрпа сӑмси вӗҫӗ ҫеҫ курӑнмалла ҫӑтӑ-ҫӑтӑ чӗркенине те куртӑм; вӑл хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ пӗчӗк пӳрнисемпе ҫӑварӗ тӗлне уҫӑ вырӑн туман пулсан, пӑчӑхса вилме те пултаратчӗ; хӑйӗн амӑшӗ хыҫҫӑн пусма тӑрӑх аннӑ чухне хӑвӑрт пирӗн еннелле ҫаврӑннине, пуҫ сӗлтнине, вара алӑкран тухса кайнине те пӑхса юлтӑм. Мана ӗнтӗ пӗр студент хатӗрлет те… — Эхе, эсир вырӑсла та ӑнланатӑр иккен, — терӗ Озеров. Унӑн мӗнпур экипажӗнчен пиллӗкӗшӗ ҫеҫ киле таврӑнчӗҫ. Хӑшпӗрисем ремеслапа хӑтланнӑ, тӗприсем лавка тытса суту-илӳ тунӑ; анчах ытларах пайӗ иртен пуҫласа каҫчен, кӗсъе пушаниччен, тупнӑ пурлӑх сутуҫсемпе шинкарьсен аллине кӗриччен гулять тунӑ. Сайра-хутран, кӗске кӗрӗкне уртса ярса, чикарккине сӳнтерет те арпалӑха пытарнӑ лашине тухса пӑхать. Пӗр вырӑнта тӑрса йӑлӑхнӑ лаши, хӑйӗн туйӑмӗсене пӗтӗм саспа палӑртма юраманнине пӗлнӗ пекех, ӑна хуллен кӑна чӗтревлӗн кӗҫенкелесе кӗтсе илет. Анчах вӑл тӗнче унӑн проектне часах ырласа хаклас пирки пӗрре те иккӗленсе тӑмасть. Этем ӑс-пуҫӗ ҫакнашкал хисеплӗ те пархатарлӑ идейӑна нихҫан та шухӑшласа кӑларма пултарайманнишӗн вӑл хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытать. Стрелоксен окопӗсем патӗнче, хыпаланнипе тата хӑраса ӳкнипе усӑсӑрах нумай бутылка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗрте, курӑкӗ те, хӑмӑлӗ те ҫунать. — Анчах кунтан та начартараххи вӑл — пирӗн самолет ҫӗмӗрӗлни. Ун ҫине кӑвак куҫӗсемпе ӑшшӑн ялтӑртаттарса пӑхса илсе, Никита ачашшӑн ответ пачӗ: — Турӑ ҫырлахтӑр. Ҫак секундсенче вӑл хӑй ӑшӗнче ҫав тери нумай вӑй, лӑпкӑ та ачаш вӑй тытса пурӑнни ӑраснах палӑрнӑ. Хурҫӑ машинӑсен эшкерӗ нимӗҫсен тылӗсем вырнаҫнӑ вырӑнсене, укрепленисем тунӑ ялсене, узловой станцисене ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пырса кӗрсе ҫӗмӗрнӗ. Чылай вӑхӑт ирттерчӗҫ вӗсем, анчах ӗҫе вӗҫне ҫитичченех туса пӗтерчӗҫ: светуй Варфоломейран нимӗн те юлмарӗ. Вара хирти мӗнпур козаксем алтӑрсенчи юлашки сыпкӑма чапшӑн тата тӗнчере пурӑнакан мӗнпур христиансемшӗн ӗҫрӗҫ. — Хуҫалӑхра кирлӗ-и? Ку ыйтӑва хуравлать мана… — Халӗ кӑна ӗнтӗ эпӗ санпа лӑпкӑ калаҫма пултаратӑп, — тесе пуҫларӗ Монтанелли. Эпир Ҫӗр ҫине Уйӑх ҫинчен пӑхма пултарнӑ пулсан, пире Ҫӗрӗн ҫавракӑшӗ Уйӑхран вунпилӗк хут пысӑкрах, сакӑрвунӑ хут ҫутӑрах курӑннӑ пулӗччӗ. Стоян пичче алӑк патӗнче кӗтсе тӑратчӗ. Ҫӗр суранӗсене ҫил-тӑвӑлсем, шурӑ ваткӑпа витнӗ пек, юрпа хупласа хунӑ. Анчах ун айӗнче те каюра шӑтӑкӗ евӗр окоп ҫулӗсем палӑрнӑ, аркатнӑ дотсен тӗмескисемпе вӗҫӗ-хӗррисӗр снаряд алтса хӑварнӑ путӑк-шӑтӑксем, хуҫӑлса ванса, тӑпӑлса пӗтнӗ йывӑҫсем аякри вӑрман хӗррине ҫитиех курӑнса выртнӑ. Каллех куҫхаршине ҫӗклетрӗ те:— Пулаймастӑн, — тесе пӳлчӗ. Пустуй калаҫатӑн, Плутон! Уйӑх евӗрлӗ ҫӑварӗ кулать. Кунта тӗрлӗ кайӑксем пур — кунтисем те, вӗҫсе килнисем те, вӗсенчен хӑшпӗрисене Воропаев инвалидсен шутне кӗртрӗ: пӗрисем уксахлаҫҫӗ, теприсем чӗтретнипе аптраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсем тата нимӗн те илтмеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑрушлӑхсенчен нимӗн чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ. — Апла-и? Ман ырӑ кӑмӑллӑ вӗрентекен икӗ ҫултан вилчӗ; эпӗ ӗҫлесе илекен укҫа пит чакрӗ. Туссем манӑн сахалччӗ, кӑмӑлӑм хамӑн ӗҫри чылай юлташсем пек усал майпа хӑтланма туртмарӗ. — Вӑл кинӗ хутне кӗрсе сӑмах каласшӑн пулнӑ, анчах ним калама та пултарайман, ахлата-ахлата ҫеҫ илнӗ. — Халӗ ӗнтӗ эсӗ мана шӑппӑн ҫавӑн пекех кала, — терӗ вӑл. — Ҫапла ӗнтӗ, Корчагина юлташ, эпир малашне иксӗмӗр пӗрле комфракци пулса тӑратпӑр, — тӗрӗ вӑл, Тайӑна аллинчен чӑмӑртаса. ______________ Ман хӑлхара кунӗпех — инҫетри артиллери хумӳ янраса тӑчӗ е ҫывхарса килнӗн, е инҫете кайса, хӑй хыҫҫӑн пӗр-пӗр тӑнкӑртаттармалли шултра япала сӗтӗрсе пынӑ пек илтӗнет. Большевиксем пӗтӗм тӗнче буржуйӗсемшӗн хӑрушӑ самах пачӗҫ: «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» Унта уйӑх ҫутин пайӑркисем шӑппӑн курӑнаҫҫӗ, турӑшсем умӗнче нихҫан сӳнтермен лампада ҫути чӗтрет, стена ҫинче ҫӗҫӗсем, пӑр тумламӗсем пек, йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӳлӗксем ҫинчен — хура ҫӑматсем, такамсен куҫсӑр пичӗсем пек туйӑнаҫҫӗ. — Калаҫса тӑрать тата… — Шӑлӗ мӗнлерех-ха тата! — кулса ячӗ Халл капитан. Унӑн хыҫӗнче алхасакан океан хӑйӗн вунӑ хут аскӑнлӑрах вӑйне кӑтартса ахӑрашса юлчӗ. — Ҫапла, ҫухалчӗҫ, — терӗ ӑна майор, — анчах вӗсем сухални мана канӑҫ памасть. Вӑйсӑр, хӑнӑхман пӳрнисемпе пурне те вӑл хӑй тӑвать, ҫак шурӑ пӳрнесем пӗчӗк кӗленчене уҫасшӑн кӑлӑхах хӑтланнине, ҫуртана сӳнтернине, эмеле тӑкса янине е хӑвӑра йӗрӗнчӗклӗн сӗртӗннине ҫиллӗре палӑртмасӑр сӑнамасса пултараймастӑр эсир. Ирхине штаб приказӗ пулчӗ. Ара ҫав аҫа йытӑ ытти йытӑсем пек пулинччӗ, тигртан та хӑрушӑрах-ҫке-ха! — Мана акӑ тапак хутаҫҫи те пачӗҫ — тесе мухтантӑм эпӗ. Хӑнасем ҫӗрӗпех темле ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ. Филиппов художник икӗ ҫул ҫурӑ хушши пӗр ӗнене ӳкерни тӗрӗсех-ши вара? Хутлӑх сакӑр утӑмран ытла марччӗ. — Кӑларса хӑтланнӑ чух шӑнмалла. Ну, мӗн тата, ир пулать пулсан, савӑклӑрах кӑна пулӗ. Кӗскен каласан, хамӑн урҫа пурнӑҫӑмра ман алӑ та, ура та ирӗклӗ, пуҫӑм та таса. «Чупту аллине, чупту аллине!» — теҫҫӗ мана тавралла тӑракансем. Аслати кӗрӗслеттернипе вӑраннӑ Джек Геркулес аллинче хутлансах выртрӗ. Сӑрт тайлӑмне, тӗп кӳлӗ патне ҫитиех, ешӗл курӑк витсе тӑни шыва темле ҫутӑ та тӑрна куҫӗ пек тӑрӑ сӑн парса тӑрать. — О, пӗр енчисем-ҫке! — йӑл кулчӗ Юргин. Ҫынсене култарса пурӑнмалла мар пирӗн, параппан! Йӑмӑкӗ кукамая хыҫҫӑн:— Урусене шӑлса тасат, ялти тунката, шурлӑхра туса лартнӑскер! — тесе кӑшкӑратчӗ. Ку чӗрӗп пулнине вӑл тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Ҫав шуйттан нимӗҫ аттине пула урасем хӑпарса тухрӗҫ. Халӗ вӗсен пуҫӗсем пӗр-пӗрне чутах перӗнместчӗҫ. Ӑна пӗр-кунхи каҫ, ҫав каҫ кӗпер ҫинче шухӑшласа тӑни аса килчӗ. Кивелнӗ йывӑҫ, кӑвакӑш-пӑнтӑх та сӗтел-пукана сӑрнӑ пуставӑн кӑвасӑкланнӑ шӑрши кӗрет. Вӗсем тытӑҫрӗҫ, пӗр-пӗрин пиҫиххийӗсене шырама пуҫларӗҫ. Лӑскаса, турткаласа, муритлесе ҫитереҫҫӗ те салтака, тӗрӗслевре вара лешӗ тунката пекех хытса тӑрать. — Ну, юрӗ эппин, эсӗ ҫав териех тӳрленместӗн пулсан. Эпӗ ак сана каласа пыма пӑрахатӑп, — пулӑн вара вартаман каска! — тесе тавӑрнӑ. Африка!.. — терӗ ҫине-ҫинех Дик Сэнд. Симурден Конвентран та, Коммунӑран та мала кайнӑ: вӑл Епископат членӗ пулнӑ. Нью-Йоркра, Чикагора, Буффалора, Детройтра, Мильвокра тата Денвертра тухса тӑракан полякла, ҫаплах акӑлчанла та, хаҫатсем — полякла калаҫнине илтме пулакан пур ҫӗрте те — ҫирӗп сывлӑхлӑ, пуян та телейлӗ пулас тесен, тутлӑ ҫиес те нумай пурӑнас тесен, вилсен те ҫӳлти патшалӑха лекес текен поляксемпе Америкӑри хуласемпе ялсенчи ҫынсене ҫӗр ҫинчи ҫӑтмаха — Боровинӑна кайӑр, тесе пӗлтернӗ. — Урӑхла каласан, хӗрхенме пӗлмест пулсан, — терӗ Буабертло, ун сӑмахне тӳрлетсе. Шыв пилӗк фут таран хӑвӑрт хӑпарчӗ те урӑх ӳсмерӗ. Вӑл фортра ҫыхӑну тытать пулсан, эпир унпала тӗл пулма пултараттӑмӑр. Хопров ҫара урисене тӳсӗмсӗррӗн ылмаштара-ылмаштара пускаласа ҫӗр урайне чӑштӑртаттарнине илтет Тимофей. Кам пӗлет ӗнтӗ, сывах-и вӑл? Панкратов начарланса кайнӑ, унӑн сарлака пит шӑммисем татах та хытӑрах палӑра пуҫланӑ, кӑшт ҫеҫ ҫукаласа тасатнӑ питҫӑмартийӗ тӗксӗмленнӗ, карӑнса туртӑнса кӗнӗ. Чӑннипех шырама тытӑннӑ пулсан вара? Эпир сирӗнпе, ачасем, жуликсем мар — боецсем. — ……… — … — вӑрӑм, ҫирӗм сӑмахран тӑракан пӑтрашӑнчӑклӑ та киревсӗр пуплевпе лаплаттарса хучӗ полковник. Ҫак уявра пурин кӑмӑлне те кайнӑ чи лайӑх тост Уэлдон миссис Дик Сэнда, «вунпилӗк ҫулхи капитана» хисеплесе, ӑна сывлӑх сунса каланӑ сӑмах пулчӗ. — Эсӗ сӑмахсене хӑв пӗлнӗ пек ан пӑс. Ун ӑшчиккинче темскер лайӑхскер, ҫурхискер выляса тӑратчӗ, вӑл хӑй те пӗтӗмпех чалӑшшӑн лартса янӑ пекчӗ. Гленарван хӑраса йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ. — Вӑт тупнӑ тата! — Вара, ҫаккине хӑлхине тӑхӑнтарнӑ май, Аннушка хӑйӗн чавсипе питне хупларӗ. — Куна мана лайӑх вӗреннӗшӗн пачӗҫ, — терӗм эпӗ. Базаров хӑйпе пӗрле микроскоп илсе килнӗ, сехечӗ-сехечӗпех унпа аппаланнӑ. Юрьев кунӗ, тет, Божил пичче ав ҫу вӑхӑчӗ ҫитичченех кӗттересшӗн-ха… — терӗ пит чипер те хитре йӗкӗт Спирдончо. — Каяр, пӑрахӑр ӑна. Гленарван чӗнмерӗ ӑна. Ҫитменнине тата, ачи те кашни кун мӗн те пулин ҫӗнни шутласа кӑларать: ӑҫтан чухласа илӗн-ха? «Ман карчӑк вилсе каймарӗ-ши?» — сехӗрленсе ӳкрӗ Ҫӑрттан мучи. — Нимӗн те ӑнланма пултараймастӑп, — тенӗ плантатор, Плутон пӳлӗмрен тухсан. Татариновсем патне эпӗ, Николай Антоныча курас мар тесе, юриех меллӗ вӑхӑт шыраса килтӗм: ку вӑхӑтра яланах педагогика совечӗн ларӑвӗ пулать. Кунта эпӗ ҫак факта анчах паллӑ туса хӑваратӑп, мӗнрен пулнине ӑнлантарса тӑмастӑп. Носилкӑсем туса сире черетпе йӑтса каятпӑр. Мӗн вара, эпӗ ывӑл патӗнче ӗҫлесе пурӑнмашкӑн ҫуралнӑ-ши, ҫавӑншӑн муталанса пурӑннӑ-ши? Килсе кӗтӗн те, пуҫларӑн кӑшкӑрашма: «Ӗҫлеместӗп… ачасем… хӗрхенетӗп…» Елена… — Мӗн шутлатӑр-ха эсир кун пирки? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Унтан сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑрса пит хаяррӑн:— Тӑрӑр, Давидов вилчӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ялти ӗҫсене туса пыма пирӗн ятарласах ҫынсем уйӑрмалла. — Эсӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын! Шарманки авалхискер, хӑйӑлтатать, ӳслӗкпе асапланнӑн янӑрать, хӑйӗн ӗмӗрӗнче ӑна вуншар хут та юсанӑ пулас. Ҫавӑн пек каласан, сунарҫӑ хурӑнпуҫлӑ ҫӗлене ярса илчӗ, ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫӗрелле лач! тутарчӗ. Айӑпланакан ҫын пӗр минутлӑха куҫӗсене ҫӳлелле хӑпартса пӑхрӗ, анчах защитникӗ: «Манӑн нимӗнле ыйту та ҫук», — тесе каланине илтсенех, вӑл каллех аялалла пӑхрӗ. Ура сасси пусма тӑрӑх аялалла шакӑлтатса анчӗ, Павка Фросьӑна палларӗ. Ҫапах та эпир ҫапкаланчӑксем мар. Унтан пысӑк аллипе Марийкӑна хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ. Ватӑ сунарҫӑ ӑна йӗп ҫинчен вӗҫертсе илнӗ, — вӑл унта ҫилпеле пырса лекнӗ пулмалла, — сунарҫӑ ӑна вӗҫертсе илнӗ те хӑйӗн сарлака хытӑ алӑ тупанӗ ҫине юсаса хунӑ. — Ывӑлу тата санӑн мӗнле? Тепӗр ирхине эпӗ ирех вӑрантӑм — туя касса турӑм та застава хыҫнелле уттартӑм. «Св. Марийӑн» пушаннӑ лагерӗнче пӗчченех ҫӳретӗп-ха эпӗ, акӑ ҫыратӑп та сана, ҫывӑх тусӑмҫӑм, тӑван Катя. Ӑна хирӗҫ карта кӗтессинчен сасартӑк икӗ полицейски ыткӑнса тухрӗҫ. Хам ҫуралнӑранпа та эпӗ ҫакӑн пек кичем ҫӑва курман. Ҫук, мӗнле апла? Вӗсем пирӗнтен маларах пырса ҫитнӗ. Майӗпе, асӑрханса, пӗлӗтсене аран шӑтарса кун ҫутти килчӗ, — хӗвелсӗр, вӑйсӑр, кӑвак сӑнлӑ пулчӗ вӑл. Сулли ҫинче пилӗк хӳшӗ, вӗсем пӗр-пӗринчен чылай аякра лараҫҫӗ; варринче кӑвайт ялкӑшать, икӗ вӗҫне те пӗрер ялав ҫакнӑ. — Вӗсене кам астӑвать? Двор ҫумӗнчи капеллӑна, театра тата ытти ҫӗре билет илме der Herr Baron fon Kirsanoff пек ҫӑмӑл никам та пултараймасть. Лешӗ Дик шӑпи ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ӑна Сан-Францискӑри пӗр шкула вырнаҫтарнӑ та, хӑйӗн ҫемйи ӗненекен католик тӗпӗ майлӑ пӑхса ӳстерсе, унтан вӗренсе тухма пулӑшнӑ. Анчах вӑл аппӑшӗ патӗнче мар, хӑйне хӑй тем тӑвать е туса та хунӑ пулсан?.. Анчах пӑлханса кайнӑ Гленарван, Грант капитан чӗррипе чӗр маррине пӗлесшӗн васкаса, ӑна ҫавӑнтах тавҫӑрса илеймен. Майор пикеннӗ минутран Айртонран ыйтса пӗлесси, нимӗн йӗрки пулманнипе час-часах пӳлӗнсе ларса нимне пӗлмелле мар пынӑскер, пӗрне те тарӑн илеймесӗр пур ыйтӑва та ярса илекенскер, виҫелӗрех пыма пуҫларӗ, вара часах итлекенсем умне ҫак истори мӗнпур тӗпӗ-йӗрӗпе, ҫыпӑҫуллӑ та ӑнланмалла тухса тӑчӗ. Вот мӗнле иккен. Рассадӑпа тата ӑна лартса сан хӑвӑн аппаланмалла мар-ҫке-ха? Амӑшӗ ывӑлӗпе эрне хушши калаҫмарӗ, анчах амӑшӗ чӗнменни уншӑн лайӑх та пулчӗ: эрне хушшинче вӑл кӳршӗсен кушакӗсене пӗтӗмпех персе вӗлерчӗ, ҫавна пула хӑйӗн кӑвакарчӑнӗсене нумай вӑхӑтлӑха хӑрушлӑхран ҫӑлчӗ. — Офицер господасем, корпус командирӗ патне! — вӗҫсе иртрӗ ретсем хушшипелен. Елена илтнӗ-и эсӗ, — кӗтмен ҫӗртен хавхаланса хушса хучӗ вӑл: — Далматри чухӑн пулӑҫсем тетелӗсем ҫумне ҫыхакан тӑхлан чӑмӑрӗсене, — эсӗ пӗлетӗн-и, ҫав чӑмӑрсене тетел ҫумне ҫыхсан, тетелсем шыв тӗпне ҫитиех путаҫҫӗ, — пульӑсем тума панӑ, тет! Кирлӗ пулсан, нимӗҫе кӗреҫепе лаплаттарӑн. Пур-ҫук ҫинчен шухӑшласси этем пӗр-пӗр самантра хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе чун еплине чухлама тата ӑна астуса юлма пултарнӑран килет. — Илем хӑлхара ҫеҫ-им? Ман каласа парас килмерӗ: ара хӑйне мӗнле пысӑка хурать те вӑл. Пӗр Негоро ҫеҫ тухмарӗ. Э?.. Вӑл кунта ҫук-ҫке, апла пулсан ӑна асӑнмалла та марччӗ; чӑнахах та юрататӑп эпӗ кукамая, хисеплетӗп, анчах ҫапах та вӑл анне мар-ҫке… мӗншӗн ҫыртӑм-ха эпӗ ҫакна, мӗншӗн суйрӑм? Иосафат! Кедрсем айӗнче кунта ҫеп-ҫемҫе симӗс курӑк. Лиза ӑна пӗр сӑмах чӗнмесӗр итленӗ. Хӑйӗн ҫулӗсене кура мар ку…» — тесе шухӑшларӗ. Ирин шляхӗ патне ҫитсен, эпӗ ӑна ҫур ҫухрӑмсене майлӑ каялла ӑсататӑп, ҫапах та, сывпуллашиччен малтан, хыр лӑссисенчен пулнӑ ҫивӗч шӑршӑллӑ лупас айӗнче татах чылайччен калаҫса тӑратпӑр-ха эпир. Вӑл мана алӑ парӗ, мӗн те пулин калӗ те ман ҫумма ларӗ. Куратӑр ӗнтӗ, сире Джимпа иксӗре ҫеҫ хӑварса, эпӗ айккинелле пӑрӑнса тӑратӑп. Эпӗ штабель ҫинчи кортика ярса тытрӑм. Тахӑшӗ пӗри, вӑл та кортика ярса тытса, манӑн пӳрне сыппинчен касса илчӗ, анчах эпӗ ыратнине те туймарӑм. Гленарванпа унӑн юлташӗсем иртен ҫӳренсем валли тунӑ питех те тирпейлӗ ҫурта «фондера» чарӑнчӗҫ. Тупӑ ҫӳлелле чылай хӑвӑрт улӑхса пырать, «бурлаксенчен» кам та пулин ӳксен, ун вырӑнне ҫавӑнтах урӑххи тӑрать. Старик юри халь тин астуса илнӗ пек пулса, мана тӗпелелле иртме сӗнчӗ — эпир унпа кӗнӗ ҫӗртех тӑраттӑмӑрччӗ-ҫке — ҫул ҫинчен мар-и тесе те ыйтрӗ. Шыв ӑшӗнчен рифсен хура тӑрнашкисем палӑрма пуҫларӗҫ, вара, юлашкинчен, горизонтра хумсем ҫапса вылянӑ вырӑнтан пӑхмалла мар ҫутӑ хӗвелӗн ҫаврашки чӑлтӑртатса ҫӗкленчӗ. Карга? — тесе ыйту парса хушса хучӗ вӑл. Хӗвел тухман-ха, анчах ҫанталӑк сулхӑнланнӑ, курӑк ҫине сывлӑм ӳкнӗ, ҫӳлте-ҫӳлте, ҫурма ӗнтӗрӗклӗ сывлӑшра, пирвайхи тӑрисем юрлама пуҫларӗҫ, юлашки пысӑк ҫӑлтӑр, хӑрах куҫ евӗр, ҫӗр ҫине пӑхать. Вӑл хӑйне улӑштаракан ача енне, пӗрре лайӑх кӑна ҫутатса яма хатӗрленсе, пӗр утӑм турӗ, анчах малтанхи кунах хуса кӑларса ярассине аса илсе чарӑнчӗ. Чухӑнсен нумай вӗренмелле, вара вӗсем те пуйма пултараҫҫӗ, — тухтӑр пулаҫҫӗ, чиновник, офицер… Ун патне пӗр университетрах, пӗр курсрах вӗренекен виҫӗ хӗр, тӗрлӗ почерксемпе, тӗрлӗ сӑмахсемпе пӗр пекрех шухӑшсенех ҫырнӑ. Вӗсем ҫинче ларса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем чӑтаҫҫӗ… урӑх нимӗн те мар!.. Забастовка чарӑнчӗ пулин те, вут чӗрӗлсе кайрӗ, ӑна сӳнтересси пулас ҫук, а лешсем виҫҫӗшӗ — маттурсем, чӑн-чӑн пролетарисем», — тесе савӑнӑҫлӑн шухӑшласа, Политовскисем патӗнчен депо еннелле утрӗ матрос. Акӑ курать: ҫӑлтӑрсен хушшинче карапӑн ҫунатлӑ мӗлки фантастикӑлла хура ӗлкипе вӗҫет. Нимӗн те тумастӑп», ответлерӗм эпӗ. Ҫак шӑллӗн ывӑлне, тӑрна пек ҫынна, патша ҫывӑхне тӑратасси пӗр енчен кулӑшла, тепӗр енчен хӑрушӑ пулнӑ. Килнӗ ҫынсем чыслӑн сывлӑх сунчӗҫ, илсе килнӗ япаласене алӑк патне хучӗҫ. Хӑв эсӗ, кинӳпе апла-капла хӑтланмастӑн-и? Куҫлӑхне йӑпӑрт-япӑрт тӳрлетсе, Николай ӑна кофта тӑхӑнма пулӑшрӗ те, унӑн аллине хӑйӗн типӗ, ӑшӑ аллипе пӑчӑртаса, чӗтрекен сасӑпа:— Астуман та! — терӗ. Вӑл кунта, пурне те ҫар ӗҫне вӗрентес йӗрке тӑрӑх иккӗмӗш батальонӑн ҫар комиссарӗнче тӑнӑ вӑхӑтрах, халь тин ҫеҫ организациленӗ комсомол райкомӗн секретарӗ ӗҫне те туса пырать. Итлекенсем, ӗненми пулса, шавлама тытӑнчӗҫ. Уг-Глук вара татсах: эп ӗненместӗп, тенӗ. Сана турӑ тунӑ, хӗре те турӑ чун панӑ. Володяна проводник чуллӑ ҫӗр ӑшне касса тунӑ блиндажа илсе кӗчӗ. Унӑн ҫӳллӗшӗ те ик хӑлаҫ, тӑршшӗпе урлӑшӗ те икшер хӑлаҫ анчах пулнӑ. Ҫак шӑтӑкӑн — блиндажӑн маччине пысӑк юман йывӑҫӗсенчен тунӑ пулнӑ. Кала — тӳррине тӳрех! — Ну, ачасем, сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл ӑнран кайса пӑхса тӑракан халӑха, –манӑн кунта ӗнтӗ урӑх ӗҫ те ҫук. Ҫынни вӑл ҫӳлӗ те патвар, пуҫне симӗс чалма чӗркенӗ, шалпар шӑлаварпа, пилӗкне кушшакпа туртса ҫыхнӑ, пиҫиххинчен вӑрӑм ятаганӗ курӑнса тӑрать, ҫурӑмне хутаҫ ҫакнӑ. Ахӑртнех, ӗҫчен хуҫа алли нумайранпа килсе перӗнмен кунта. Ҫак кивӗ, пысӑк ҫурт ҫынсӑр, шӑппӑн ларни ӑна тата та кичемлетсе ячӗ. Санин вара ҫапла шутларӗ: Полозов тутисем каллех ҫыпҫӑнса ларчӗҫ, вӑл мӑшлатса, чӗнмесӗр тайкаланса пычӗ, — Санин ҫапла шутларӗ: епле май килнӗ-ха ҫак пуленкене илемлӗ те пуян арӑм ҫаклатма? Алӑк уҫӑлчӗ те ыйхӑллӑ, мамӑк пек ҫемҫе янахлӑ хӗрарӑм пуҫне кӑларчӗ. Тупӑкҫӑ, ӳсӗрскер, килне ҫиллес таврӑннӑ. Ме-ха, ил, Стёпа… Эсӗ телейлӗ те, ҫавӑнпа манма та пултарнӑ, эпӗ — манман, телейӗм ҫук ҫав манӑн. «Мӗнех иккен, Пётр Фёдорович! Сыснана турӑ туман-и вара?» — Кунашкал пурнӑҫра кирек кам та шӑлне хӑйрать. — Вӑл 1805 ҫулта Российӑпа Австрин пӗрлешӳллӗ ҫарӗсене Наполеона хирӗҫ ертсе пынӑ. «Ҫывӑратӑп, ҫывӑратӑп!» — ыйӑхлӑн кӑшкӑрчӗ тӗттӗмре пӗчӗк тӑмана. — Ку генерал пиччӗшӗн, вӑл нумай пулмасть кунта килнӗ. «Ҫук». — Эсир манпа пӗччен ҫеҫ калаҫасшӑн тесе пӗлтерчӗҫ мана, — пуҫларӗ вӑл койка ҫумне ларса. Эпӗ сире вырӑн патне ҫитме пулӑшӑп, — терӗ. Тепӗр ирхине вӑл ӗҫе каймарӗ. Ача, Кирила Петрович патне пырса, унӑн аллине чуптурӗ. Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр шухӑш кӗрех кайнӑ. Мӗнсем-ши ҫав йӑлтӑртатса ҫуталакан хисепсӗр йышлӑ ҫӑлтӑрсем? Академие икӗ хут кӗме хӑтланса та, вӑл экзаменсенче путлана-путлана ларчӗ. Анчах пуринчен те янӑравлӑ, пуринчен те нумай, пуринчен те чарусӑртарах Увар Иванович ахӑлтатрӗ: вӑл аяккисем чикекен пуличчен, сунасличчен, сывлӑшӗ пӳлӗниччен кулчӗ. Ерофей Кузьмич килсе кӗнине илтсен, Марийка сӗтел ҫинчи картсене пуҫтарса илчӗ те чӳрече патне кайса тӑчӗ. Ҫывӑхрах тӑракан Паусовпа Сердюк кулса ячӗҫ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫула май виҫӗ галлонлӑ виски кӗленчи йӑкӑртса килнӗ — кӗленчи вӑрманта, лав айӗнче, выртнӑ-мӗн. Вӑрманти сасӑ Пӗрре ҫак хӑрушӑ япала ҫемҫетсе пӑрахнипе, тепре Сильвера тата чирлӗ пиратсене канма парас тесе, сӑрт тӳпине ҫитсен пӗтӗм отряд канма ларчӗ. Анчах вилесси вӑл пирӗн тивӗҫ, сирӗн мар. Тухтӑр урӑхран сӑмах калаймасӑр тӑчӗ. Егорушка пуҫне ҫавнашкал ӑнланмалла мар шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ, вӑл вара арҫыншӑн ҫумра ачаш та илемлӗ, хаваслӑ хӗрарӑм пурӑнни ҫапах та аванах пулӗ ҫав тесе шухӑшларӗ. Ӑна туянма мана карчӑк укҫа пачӗ. — Мучи мӗнле тата? сывах-и? — ыйтрӗ, пӗчӗк ача пек чӗререн савӑннӑ пулин те, пӑлхануллӑ кӑмӑлне хӑвӑртрах яланхи кӑмӑл ҫине куҫарасшӑн пулнӑ Аркадий. Мӗн кирлӗ сана? — тенӗ. Пуҫ тӗлӗнче — ҫап-ҫутӑ вӗри тӳпе, йӗри-тавра ҫумкурӑксемпе хутӑш ӳсекен хӑмла ҫырлин шупкарах симӗс тӗслӗ, йӗплӗ тӗмисем. — Эпӗ, — терӗ Паганель, — эпӗ каласа паратӑп вӗсене! Ман шутпа, ку ӗнтӗ шкулӑн вӗрентнӗ чухнехи чи кирлӗ ӗҫӗ. Тен, хуса ҫитӗпӗр-ха ҫул ҫинче. Пӗри те ан ҫухалтӑр тесе, икӗ шлюпка ҫинех ларса кайма йышӑнчӗҫ. Икӗ отряда уйрӑлса, юлашкинчен эпир ҫыран хӗрринчен хускалса кайрӑмӑр. Пысӑк наградӑсем те ҫук манӑн — ҫапла, анчах совесть таса, лӑпкӑ. Паянхи ир ҫилӗ мана та савӑнӑҫ пачӗ, эпӗ ӑна пачах кӗтменччӗ. — Ҫапла университет пӗтертӗм, тетӗн, пӗтӗм наукӑсене вӗренсе ҫитрӗм, тетӗн, халь ӗнтӗ шӑршлӑ шыв йӑтма пуҫларӑн пулать? — терӗ вӑл. Таҫта эпӗ Шевченкӑн ҫакӑн пек портретне курнӑ. Е вӗсем вилнӗ пек ӳсӗр выртаҫҫӗ, е суднона пӑрахса кайнӑ. «Кирлинчен пуҫламасть, — шухӑшларӗ Воропаев Корытов ҫинчен. Инсаров унӑн пуҫне ачашшӑн тытса ҫӗклерӗ те куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн салтаксенчен нумайӑшӗ каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Унччен те пулмарӗ, хӗвелтухӑҫӗнче, самолётсем кайнӑ ҫӗрте, хура пӗлӗтелле ҫӗршер ҫутӑ сӑнӑ чуласа хӑпарни курӑнчӗ. Эпӗ ӑна мӗн калассине пӗлетӗп. — Ҫапла, эпир ӑна урлӑ ишсе каҫрӑмӑр пулсан, — терӗм эпӗ. — Ку тӗрӗс пулма та пултарать. Епле пит хӑвӑрт таврӑнтӑн-ха эсӗ! Разведчик лаша ҫинчен аннӑ та ҫак участока тимлӗн пӑхма тытӑннӑ. Виҫӗ эрне иртсен, хайхи Азамат темӗнле шурӑхса та типсе пынине асӑрхарӑм, шалтах романсенчи юратури пек ӗнтӗ. — Путене ами таврашӗ ҫук, анне! Иртнӗ уйӑхӑн 7-мӗшӗччен ҫак шухӑша вӑл вӑрттӑн тытса ҫӳренӗ, ҫав кун вара ман пата пырса, чееленсе, хӑйне ман юлташ вырӑнне хывса, манран хам пӳлӗмре ҫакӑнса тӑракан пӑшала илесшӗн пулчӗ. Пӑшалшӑн вӑл, хӑйӗн яланхи хыткукарлӑхне палӑртса, мана тӗрлӗрен ниме тӑман япаласем сӗнсе пӑхрӗ: хӑмӑр сысна тата икӗ виҫе сӗлӗ сӗнчӗ. — Мӗн пулчӗ сана, пепкем? — ыйтрӗ вӑл ҫав тери ҫемҫе сасӑпа. Пӑван ун пек каланине Джемма халиччен пӗртте илтменччӗ; Баймаковӑна ӑна хирӗҫ тӗртсе ячӗҫ, ӳсӗр хӗрарӑм сулӑнса кайса такӑнчӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе шӑмшакне тӳрлетрӗ те йӗри-тавра хупӑрласа тӑракан ҫынсем хушшинче ташша ячӗ. Нуэсес шывӗ еннелле пӗр мильӑна яхӑн кайсан, Зеб хӗвеланӑҫнелле пӑрӑннӑ. Калӑн, унпа пуҫласа паллашнӑ самант пӗчӗк хӗрарӑмӑн туйӑмлӑ чӗринче юнлӑ суран хӑварчӗ: ҫав суранран ҫӗҫҫе туртса кӑларӑр кӑна, юнӗ юхса пӗтнипе самантрах вӑл халран каять. — Хам граната чутах хама вӗлеретчӗ! — Мистер Сансом, обоза тапранма хуш. Казондене ҫитсен, чурасен ушкӑнне тӗп площаде илсе пычӗҫ. — Ӑҫта капла юратӑр? — мӑкӑртатать вӑл. — Ыран мар тепӗр кунне эсӗ пирӗн упӑшкасене хӑвӑн партине илетӗн, ҫав кун тӗлне эпир шкула йӗркене кӗртесшӗн. Ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле вӑл виҫӗ ача амӑшне персе вӗлернӗ. Анчах вӑл нимӗн те шарламарӗ, пӳрнипе юнаса пӗр чӗнмесӗр выртма ҫеҫ хушрӗ. Мана чӳрече карри витӗр хӗр сӑнӗ курӑннӑн туйӑнчӗ те, эпӗ, хӑраса, хӑвӑрт аяккалла пӑрӑнтӑм. Ҫавнашкал ӗнтӗ 1924-мӗш ҫулранпа 1936-мӗш ҫулчченхи тапхӑрта ССР Союзӗн хуҫалӑхпа обществӑллӑ-политикӑллӑ пурнӑҫӗ тӗлӗшӗнчен пулса иртнӗ улшӑнусен тӗп итогӗсем. Унтан сасартӑк, палӑрсах ҫитмен шухӑшӗнчен малтан ҫуралнӑ туйӑма парӑнса, вӑл хӑй кӗтмен ҫӗртенех ҫак арҫынтан:— Епле, сан патӑнта ҫӗр выртма юрамӗ-ши? — тесе ыйтрӗ. Пур енчен те ҫуран, юланутсемпе е чӗриклетекен арбасемпе станицӑналла халӑх куҫать. — Васька, илтетӗн-и, улпут: эпир те санпа ҫав шапасем пекех, тет. — Апла мар-ҫке, унӑн ашшӗ пур, — терӗ Том Сойер. — Вуниккӗ ҫине кайни ҫур сехет. Пӗтерес пулать, кун пек пулсан, эпир ҫӗрлехи хурал аллине лекме пултаратпӑр. Акӑ вӑл, сывлӑшри ҫапӑҫура ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа вӗҫме хӑнӑхнӑскер, тӗлӗнсе кӑна сӑнать: сывлӑшри ҫапӑҫу, ҫӗр ҫинчен пӑхнӑ чух, питӗ вӑраххӑн та пӗрре те хӑрушӑ мар пек курӑнать, пуклак сӑмсаллӑ «ишачоксем» хуллен кӑна вӗҫеҫҫӗ, вӗсен пулемёчӗсен аслати пек сасси кунта кӑшт ҫеҫ илтӗнет, — вӑл темӗнле килти сасса: ҫӗвӗ машини сассине е хуллен ҫурӑлакан коленкор ҫатӑртатнине кӑна аса илтерет. Варюха куҫӗ чӗррӗн йӑлтӑртатать, тарпа йӗпеннӗ, пудрӑпа помада таврашне курман хӗрлӗ пичӗ те йӑлтӑртатать. Эмиль ӑна тав турӗ, кӗске вӑхӑтрах унпа та, ун хваттерӗпе те ҫывӑхах паллашма ӗлкӗрчӗ; вӑл ун япалисене пӑхрӗ, кашнин ҫинчен тенӗ пекех ӑҫта илнипе мӗн чухлӗ панине ыйтса пӗлчӗ. Каярахпа ҫав пролива чаплӑ тинӗс ҫӳревҫи ячӗпе Магеллан проливӗ тесе ят панӑ, ҫак ятпах эсӗ ӑна Кӑнтӑр Америка картти ҫинче тупатӑн. — Кӑшша, ылханскерсем! — терӗ вӑл ачасем еннелле пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса. Тухтӑр Иван патне хӑвӑрт утса пырса пӗшкӗнчӗ те: — Шыв, ытларах шыв, таса пир татӑкӗ, ватка парӑр! — терӗ. Каҫарӑр, — кӑна чӑтма пулмасть! Хӳшше чупса кӗрсен, вӑл мустанг тирӗпе карӑнтарнӑ алӑка хупса лартрӗ те урайӗнче выртакан япала тӗркисемпе алӑка тӗкӗлесе хучӗ. Лукашка та кӗлӗ каласа эрехне кӑшт сыпрӗ те ӑна сӗтел ҫине лартрӗ. Эпӗ иккӗмӗшне илсе килетӗп ӗнтӗ, — тесе пӗтерчӗ мухтанса хӑйӗн сӑмахне ача. Ҫав вӑхӑтра вӑл ӑнсӑртран алӑк ҫинелле пӑхса илчӗ те ун кӗленчи витӗр шӗлепки ҫийӗпе курупка евӗрлӗн тутарттарса шур тутӑр пӗркеннӗ Раиса Александровна Петерсонӑн имшеркке те хулӑн туталлӑ питне курах кайрӗ. Вулӑс старшини пуҫне сулкаларӗ, урисене асӑрхануллӑн пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна сиктерсе, хырӑмне чӗркуҫҫисем ҫине вырттарчӗ те ӑна аллисемпе хупларӗ. Пассажирсем палуба ҫине чупса тухрӗҫ. — Тӗрӗс калатӑн, — терӗ тепри. Вутпа шыв хушшинче Паганелӗн халапне тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырларӗҫ, анчах кашниех хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче юлчӗ. Романтика! — Ача чухнехи ятне аса илтернипе Джемма ҫав ҫухатӑва ҫӗнӗрен вӑйлӑ туйса, Артур ҫинчи ҫӗр хӑйӗн мӗнпур йывӑрӑшӗпе унӑн чӗри ҫине йӑванса аннӑ пекех, ним тума пӗлмесӗр аллисене хуҫкалама пуҫларӗ. — Килӗрех, — пуҫне тайрӗ Алевтина Васильевна. — Эпӗ никам шухӑшӗсемпе те килӗшместӗп; манӑн хамӑн шухӑшсем пур. Ыранах кил, — терӗ Жухрай. Анчах мӗншӗн Любишкинӑн, эс каланӑ пек, пурте тенӗ пекех турӑ ҫыннисем вара? Ун вырӑнне майор сайра-хутра тӗл пулакан пӗр кайӑка пӗрре персех тытрӗ; вӑл ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалса пыракан ябиро, темӗн пысӑкӑш тӑрна пулчӗ. Пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫӳресси полкран халӗ те ответ килменнипе йывӑрланчӗ. Алексей ҫаплах аттестатсемсӗр пурӑнчӗ. Вӑл тӳсеймен пирки вагона хӑйӗн урисемпе тапса малалла шутарма хатӗр пекех туйӑнать. — Мӗнле те пулин чӗрчун хӑйне валли шӑтӑк чавалать пулмалла, — терӗ Джон Мангльс, аран илтӗнмелле. Вӑл чиркӳ ушкӑнӗсем хушшинче либеральнӑй юхӑм ҫумне уҫҫӑнах хутшӑннӑ. Вӑл папӑн тата Феретти кардиналӑн ҫывӑх тусӗ. Кравать те пур унӑн, шурӑ ҫивитти те, куҫкӗски те, урайӗнче кавир, тӑван ашшӗн вара тир-сӑран заводӗнче сыснасем хушшинче выртса-тӑрса пурӑнмалла! Ӑна ҫӳлтен хупласа тӑракан йӗс витӗ айӗнче лампӑсем вырнаҫнӑ. — Ну, станци коменданчӗ Омельченко, тӑмпуҫ, ҫав Жухрая пирӗн пата пӗр казакпа ӑсатнӑ, ку, ман патра лараканни, кӑнтӑр варринчех Жухрая казак аллинчен туртса илнӗ. Пакӑлтатаҫҫӗ тата: «Фатерланда пӗрлештермелле, теҫҫӗ». — Entrez. Ҫамрӑксем кӗчӗҫ. Вӗсем кӗрсе тӑнӑ пӳлӗм гостинайран ытла — ӗҫлемелли кабинет евӗрлӗрех. «Кӑмӑл тӑвӑр-ха, Иван Иванович!» Пирӗншӗн пурнӑҫа тӗрӗс мар, йывӑр тунӑ, анчах та вӑл хӑйӗн йӳҫӗ ӑшчикне курма пирӗн куҫа хӑех уҫса парать, ҫынна пурнӑҫӑн юхӑмне епле хӑвӑртлатмаллине хӑех кӑтартса парать. Вӑл тӗн служителӗсене, шургвардейца пулнисене, мӗн пур пулнӑ ҫынсене, тата обществӑна усӑллӑ ӗҫ туман ҫынсене суйлав прависӗр хӑварма, е мӗнле пулин те, — ҫав категорири ҫынсене пассивлӑ суйлав прави ҫеҫ парса, урӑхла каласан, суйлама права парса, суйланма права памасӑр, вӗсен суйлав правине пӳлме хушать. Пур улшӑнусем те шалти вут хӗмрен килнӗ ҫавӑнпа та утравӑн ҫиелти хытӑ ҫийӗн хуппи айӗнче яланах вӗресе шӑранса тӑракан япаласем ҫук тесе ӑсран кайнӑ ҫынсем ҫеҫ калама пултараҫҫӗ. Усӑсӑр пуҫа ҫиес мар. Вӑл гитара лайӑх калатчӗ, хӑйне хӑй дамӑна пӑхӑнса, парӑнса пурӑнакан тарҫӑ пек тытатчӗ. Хам ӑна пӑртак хирӗҫ калама тивӗҫлӗ пек шутласан та, унтан пайтах тӗлӗнсе чӗрем ҫемҫелнӗ пек пулчӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫутҫанталӑк философийӗн ҫӗнӗ системисем те, ҫӗнӗ моделӗсем улшӑнса пынӑ пекех, йӑхран йӑха улшӑнса пырасса ҫирӗплетсе пачӗ. Акӑ ӗнтӗ эпӗ сан патна Югорск шарӗнчи телеграф экспедицийӗ урлӑ ҫыру яни икӗ ҫул та ҫитет. Иван Иваныч тухтӑр патӗнче — акӑ ӑҫта курнӑ иккен эпӗ ӑна! Ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта, хам больницӑран тухсан, эпӗ ун патне, унпа сывпуллашма кӗрсеттӗм. Вӑл ҫурҫӗре кайма хатӗрленнӗччӗ, ҫавӑн чухне, чӑматанне майланӑ чухне, ҫав карточка тухса ӳкрӗ. Эпӗ ӑна алла илсе пӑхма пуҫларӑм. Тухтӑр мӗншӗн командӑна лекменни ҫинчен ыйтса пӗлтӗм. «Эпӗ «Св. Мария» ҫинче пулман» терӗ вӑл. Унтан вӑл манран картӑчкӑна илчӗ те ҫапла каларӗ:— Ку вӑл манӑн пӗр ҫынтан асӑнмалӑх юлнӑ… — терӗ. — Кам пулнӑ-ши ҫав ҫын? Корчагин хумханнипе чӗри хӑвӑрт та хыттӑн тапма пуҫланине сиссе, чышкисене чӑмӑртарӗ те ура ҫине тӑчӗ. — Йыттин пуҫ мими унӑнчен ытларах пулмалла. Эпир утрав патнелле ҫывхарнӑҫемӗн сирпӗнекен шыв фонтанӗ тата тӗлӗнмеллерех курӑнса пырать. Хӗрарӑм вӑл шуйттана юратать. Пӗр виҫӗ сехете яхӑн пынӑ апат тинех пӗтрӗ; хуҫи салфеткӑна сӗтел ҫине хучӗ, вара пурте тӑрса, гостинӑйне утрӗҫ, унта хӑнасене кофей, карт вӑййи, столовӑйӗнче чаплӑн пуҫланнӑ ӗҫкӗ малалла та тӑсӑлса пырасси кӗтнӗ. Миссис Дуглас ҫавӑнтах: «Эпӗ Гека хам пата илме, ӑна кйлӗшӳллӗ пек вӗрентсе кӑларма шут тытрӑм, унтан вара хамӑн ытлашши укҫа пулсан, ӑна пӗр-пӗр ытла пысӑках мар ӗҫ пуҫласа яма пулӑшатӑп, — терӗ. Малтанах вӑл пӗкӗрӗлсе ҫӳрекен Степан Иванович чӳрече ани ҫине хӑпарса тӑрса форточка патнелле кармашнине пӗр пек, сӳрӗккӗн сӑнаса выртатчӗ. Тӗнче Ӑслӑх-тӑнлӑхӗн куҫӑмӗ те ҫавнашкалах: анса пайӑрланни, чӳкле пӗтмӗш тата ӳтленсе чӗрӗлни. — Ухмах ҫурчӗ — сирӗн валли, сире тӑрантарас тесе пилӗке хуҫса ӗҫлетӗп вӗт! Эсир манӑн арӑм мӗнле ҫыннине пӗлетӗр вӗт: килӗшӗр ӗнтӗ, унран ырӑрах хӗрарӑма урӑх тупма та йывӑр пуль. Тӗлӗннипе, унӑн ылттӑн куҫлӑхӗ те сӑмси ҫинчен персе анчӗ; хура шнурпа ҫыхса хуман пулсан, ҫӗмӗрӗлетчех пулӗ! Унсӑр пуҫне, унӑн пуҫӗ ҫинче суран пур, пистолетпа пенӗрен пулнӑ пек туйӑнать. Мӗнле вӗлернине хам куҫпа куртӑм. Палатӑри юлташӗсем унран кӑмӑллӑн кулкаларӗҫ, Кукушкин, тӑрӑхласа, ӑна пӗрре Знаменский тӑванӗсем, тепре Лядумег тесе, е тата ытти хытӑ чупнипе чапа тухнӑ ҫынсен ячӗсемпе чӗнчӗ. Директор хӑйӗн пӗтӗм сӑмахне нихӑҫан улшӑнман пӗр калӑппа калӑпласа каларӗ, ҫавӑнпа эпир ӑна пурте ахалех те пӗлетпӗр. Анчах кунӗ Дубцова картран сиктерме ҫӑмӑл мар. Пӑртак леререхре хӑвӑра кирлӗ хакалене те тупӑр. Мӗне кӑна ӑмсанман иккен патша куҫӗсем, чарман вӗсене, нимӗнле хаваслӑх тӗлӗшпе те хирӗҫлемен вӑл хӑй чӗрине. Акӑ эсир те пирӗн пата ирех хӑнана килтӗр. Ҫак сӑмаха тулли пӗлтерӗшпе илес пулсан, энтомологи — ҫутҫанталӑк историйӗн сыпӑклисен пурнӑҫне тӗпчекен пайӗ. «Джим шлепкине хывса илсе пуҫӗ тӗлӗнчи турат ҫине ҫакса хӑвартӑм, — пӗлтерчӗ Том, — Джим кӑшт хускалса илчӗ, анчах пурпӗр вӑранмарӗ». Хӑйне пӑхса тӑракан ҫынсем тӗлӗшпе король хӑйне ыр кӑмӑллӑ тытать. Вӑл ҫывӑрать пулӗ тесеччӗ эпӗ, хам кунта темскер пуррине сисрӗм пулин те. Консерва ешчӗкӗпе шыв пички хушшине хӗсӗнсе лартӑм. — Мужик апачӗ ку пирӗн! — ассӑн сывларӗ Кирюха. Унта сакӑрвун пин ытла ҫурт, вӗсенче ултҫӗр пин ҫынна яхӑн пурӑнать. Жухрай каҫсерен тухса каять те ҫӗрле тин тавӑрӑнать. Вӑл хӑй каяс умӗн юлакан юлташӗсемпе малашнехи ӗҫсем ҫинчен калаҫать. Кунсӑр пуҫне лашасен чупнин хӑвӑртлӑхне вӑкӑрсен уттипеле виҫсе пырас пулать. Вӑкӑрсем, чӑн-чӑн чӗрӗ механизм пек, мӗн чухлӗ вӑй илсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнтан ытла нимӗн чухлӗ те мала каймаҫҫӗ. Йӑнӑшрӑм иккен. Хӑш чухне тата унтан: «Антон Прокофьевич, мӗншӗн сирӗн сюртукӑр хӑмӑр та ҫаннисем сенкер?» тесе ыйтсан, вӑл яланах ҫапла калать: сирӗн ун пекки те ҫук! Ӑна эп лайӑх тесе шутлатӑп, апла пулсассӑн — вӑл лайӑх… — Вулатӑп… — лӳпперрӗн ответленӗ хӗр. Пӑхса ларакансен пичӗсем ҫинче вӗсем тарӑхса кайни палӑрче. Вӑл ӗнтӗ ҫул ҫине те тухрӗ, анчах вунӑ пус укҫана ҫаплах, йывӑрӑшне пӗлес тенӗ пек, ывӑҫӗпе тытса пычӗ. Мирон картиш тӑрӑх утса пынӑ чух унӑн варӑм мӗлки таврара шӑплӑх сарса пынӑ пек туйӑннӑ. — Итле-ха, Артур! Доктор кӗсйинчен кӗмӗл тенкӗ кӑларчӗ те ҫӳлелле ывӑтса ячӗ. Ҫакна пӗлсе тӑр: эпӗ райком секретарӗ пулас пулсан, хӑвӑн хӑтланӑвусемшӗн эсӗ партбилетна сӗтел ҫине кӑларса хунӑ пулӑттӑн. Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑр! Ҫапла пулма пултарать-ҫке. 6-мӗш каютӑн пассажирӗ Ҫак кунхине, пӗрремӗш кун, тинӗс питӗ ашкӑнса пӑтранчӗ; каҫ еннелле уҫӑ ҫил вӗрме пуҫларӗ. «Тытатӑп та, акӑ, халех пырса, Сливӑна питрен нӑчлаттаратӑп, — кӗтмен ҫӗртенех вӗҫсе илчӗ Ромашовӑн пуҫтах шухӑш. Хӑйне ҫак ҫӗр мӗн пулма пултарасси ҫинчен вӑл пӗрре ҫапла шухӑшласа илнӗ те урӑх вара ун ҫинчен пӗртте шухӑшламан, хӑйне мӗн аса килнӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ. Ман ят ҫӗрӗ-и е ҫӗрмӗ-и, анчах эпӗ ун патӗнчех ларатӑп». Вӑл йывӑр мухмӑрлӑ ыйхӑран тин ҫеҫ вӑраннӑччӗ те, аллисене пуҫӗ айне хунӑскер, халӗ кравать ҫинче аялти тум вӗҫҫӗн кӑна выртатчӗ, Куҫӗсенче унӑн сӳрӗк, ывӑннӑ пӑтрашӑнчӑкчӗ. Вӑл ирхи почтӑна кӗтсе ҫеҫ пурӑнать. — Камшӑн тата? Утнӑ чухне вӑл лакӑм-тӗкӗмсене тӳрех кӗрсе каять, вӗсем урлӑ сиксе каҫайман пирки, тӑрӑнса ӳкет, унтан тӑрлатса чӗтрекен малти урисем ҫине тӗренкелесе тӑрать те йывӑррӑн хашка-хашка малалла утать, ҫитменни ҫине тата утасса та тӑрлавлӑ утмасть, темле кукӑр-макӑр ункӑсем туса утать. … Пурте хӗрарӑмсем. Ун ҫинче ҫӑлтӑрсем йӑмӑхса йӑлтӑртатса ҫунма пуҫларӗҫ. Хӑй шухӑшӗсемпе ҫӗкленсе кайнӑскер, Фома татах та калаҫнӑ пулӗччӗ, анчах Тарас, хӑй ларакан креслине сӗтел патӗнчен каялла шутарнӑ та, ура ҫине тӑрса:— Ҫук, рехмет!.. Эсӗ Архимед рычакӗ, Архимед санпа ҫӗр чӑмӑрне ҫӗклеме ӗмӗтленнӗ!.. Ку вӑл ҫулҫӳренисен, тупнӑ ҫӗнӗ япаласен шӑрши. Тутлӑхлӑ апатпа тӑрантарчӗҫ вӗсене: качака, сурӑх ашӗ, пахча-ҫимӗҫ, маниока, сорго тата кунта ӳсекен ҫимӗҫсем. Маориецсен ҫулпуҫне ҫакӑн пысӑкӑш пӳрт пур енчен илсен те ҫитет. Хупнисене хӳтӗлес тесе калаҫни пӗр сӑмах та илтӗнмерӗ. Полицейскисем сӑмсана шыраса тупса хӑйне айӑплама пултарасси ҫинчен шухӑшласа илсенех, вӑл йӑлтах хӑраса ӳкрӗ. Йӑлапа ҫак мӗскӗнсене чӗррӗнех ҫӗре чикмелле, анчах Муани-Лунга тӗлӗнмелле, тен, асамлӑ та вилнӗ пирки йӑлана улӑштарас терӗҫ: вӗсене патша ӳчӗпе пӗрле шывра путарма палӑртрӗҫ. Лантенак Вандей хурахӗсем хушшине лекрӗ иккен. Тур пулӑштӑр! — кӑшкӑрчӗ Кузьмичов. Эпӗ ӗҫри ҫав тӑватӑ ҫынна сутрӑм, ҫавӑнпа следователь кӑмӑлне ҫемҫетрӗм: вӑл мана тӗрмере ытти ҫынсемпе пӗрле шалти картишӗнче уҫӑлса ҫӳреме ирӗк пачӗ. Итле-ха, эпӗ сана акӑ мӗн каласшӑн. «Мӗн пулнӑ тетӗп ҫак, — терӗ вӑл, — халӗ те-ха вӑл ытарма ҫук аван. Мӗншӗн яланах тӗрӗс тума тӑрӑшмалла — тӗрӗс туни чуна ыраттарать ҫеҫ пулсан. Юраман ӗҫе туса хурсан нимӗн кулянмалли те ҫук. Тепӗр тесен тата, кирек хӑш майлӑ тусан та, ячӗ пурпӗрех лекет. Ав Ивинсем те, Этьен та, пурте ташлаҫҫӗ, «pas de Basques» тумаҫҫӗ; пирӗн Володя та ҫӗнӗлле ҫаврӑнма вӗреннӗ. Ун чухнехи аристократсем хушшинче хисеплӗ ҫемьерен тухнӑ пӗр каччӑ палӑрса тӑнӑ, вӑл ҫамрӑклах патшалӑх ӗҫне хутшӑннӑ, мӗнпур чаплӑ япалана юратнӑ, искусствӑпа этем ӑс-тӑнӗ ҫуратнӑ мӗнпур япалана ырланӑ, чӑннипех те меценат пулма хатӗрленнӗ. Унтан калаҫу каллех пуҫланчӗ. Чӑн та рабочисем ӑна питӗ майӗпен тиеҫҫӗ, анчах вӑхӑт килнӗ май пурте хатӗр пулӗ. Йӗнер ҫине тетӗп эпӗ сире! Мичо чорбаджи мӗн систерсе каланине пухӑннӑ ҫынсем кӑмӑлласа йышӑнчӗҫ. Пӑшӑлтатса илчӗҫ, кулкалакансем те пулчӗҫ. Кайса вырт, Павка, кубна хам пӑхӑп. — Мӗн тата эсӗ? — кичемреххӗн ыйтрӗ Ромаҫ. Нимле ҫул та ҫук саншӑн! — Халӗ эпӗ сана чӗрчунсене епле тумаллине кӑтартса парӑп. Самолёт пур ҫӗртен те аманса пӗтнӗ пулнӑ: хӳрин пӗр татӑкӗ катӑлса ӳкнӗ, сулахай ҫунаттин касса татнӑ вӗҫӗ трос ҫинче ҫеҫ тытӑнса, силленсе пынӑ. — Экипажсем манӑн ытла ҫителӗклех мар. Пӗрре ҫапла пулчӗ пулсан, малашне хӑвна ху сыхланарах тыткала, ӗҫре тӗрлӗ фокуссем туса ан хӑтлан, мӗн хушнӑ, ҫавна ту, унтан та хуса кӑларас пулсан, сӑн-сӑпатна пӗтӗмпех тӗрлесе яратӑп. Вӑл хута ҫӗртен илме ҫеҫ пӗшкӗннӗччӗ. — Пурте ҫакӑнта, — терӗ Лукашка, кӗсйине шаплаттарса. Комета етри хӑйӗн хӳрине нумайччен кӑларса тӑма пултарӗ-ши? Сехри хӑпнӑ кмет ҫакна пӑхӑнмасан юраманнине ӑнкарса илчӗ. Ӗҫ хресченӗ колхозра ҫеҫ чухӑнлӑхран хӑтӑлма пултарать, тенӗ. Лаша кӗҫенсе яни тата такан чул ҫумне пырса ҫапӑннӑ сасӑ Луиза шухӑшне сирсе ячӗ. — Часах мар эппин, — терӗ Костя. Протокол ҫинчи пек ҫырса пытӑм та алӑ пустартӑм. Унта дикарьсем юн юхнине питӗ кураймаҫҫӗ, ӑна Австралинче курса ҫӳренӗ ҫынсем пурте ҫапла калаҫҫӗ. Час-часах ҫав ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсем ҫине тапӑнакан каторжниксене хирӗҫ тӑма дикарьсен пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен ҫав таркӑн-каторжниксем чылай хӑрушӑрах ҫынсем, вӗсем юн умӗнче те чарӑнса тӑмаҫҫӗ. «Вӑл ҫав хӗрлӗскере уҫса кӗртрӗ, хӗрлӗскерӗн ҫӑкӑр пурччӗ. Анчах эсир ҫакӑн пек пирӗштипе ӗненекен ҫынсен шухӑшне мӗнле сӑмах улӑштарма пултарнине нихӑҫан та малтан каласа хума пултараймастӑр. Мана тӗлӗнтерсех Джордж Мерри ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Телефон трубкинче ҫемҫе, кӑмӑллӑ, анчах пӗртте палламан саса янраса тӑнӑ. Тунсӑх!..» Унӑн чӗри тапма халь-халь чарӑнас пек. «Паян юриех каймастӑн, — чӑрсӑррӑн, анчах хевтесӗррӗн шутларӗ вӑл. — Пӗр ҫӗр ҫухрӑм пулать. Фома, тусан туснипе, питне пӗркелесе, куҫӗсене хӗскелесе пынӑ, хӑй ҫав вӑхӑтрах:— Ытах халь мана хӗрарӑм хирӗҫ пулсан, вара Софья Павловна ӗлӗкхи пекех ачашшӑн кӗтсе илӗ… Анчах эпӗ хамӑр паллашӑвӑн чи пуҫламӑшӗнчех унпа тивӗҫлӗн, чӗререн тата ансаттӑн калаҫма тытӑннӑччӗ те, ман калавсене вӑл хавассӑн йышӑнса, ним иккӗленмесӗрех ӗненсе пычӗ. Кунта чи йывӑр ӗҫ мана урапа ҫине ҫӗклесе хурасси пулнӑ. Эпӗ ӑна акӑ мӗнле каласа патӑм: манӑн аттепе анне вилнӗ, мана пӑхса ӳстерме юханшыв хӗрринчен вӑтӑр мильӑри яла, пӗр хыткукар фермера, панӑ. Вӑл мана шутсӑр начар пӑхрӗ, эпӗ чӑтрӑм-чӑтрӑм та, чӑтӑм пӗтсе ҫитрӗ: вӑл пӗр-ик куна таҫта кайрӗ, эпӗ ҫав хушӑра унӑн хӗрӗн кивӗ кӗпине йӑкӑртса тухса тартӑм, виҫӗ каҫра вӑтӑр миля утса юханшыв хӗрринчен кунта ҫитрӗм. Ефим куҫне хӗсрӗ те пулӑҫсем ҫине пӑхса илчӗ, ун хыҫҫӑн ҫӑпатине салтрӗ, хутаҫҫине ҫурӑм хыҫӗнчен илсе пӑрахрӗ, унтан кӗпине хыврӗ. Пӗри путсӗр пулни ыттисене те путсӗр тӑвать… Унтан Комиссар шӑпланчӗ те куҫӗсене уҫрӗ. Хӑй миҫе хут чикнине астуса юлаймарӗ вӑл. Вӑл хирӗҫ тавӑрасшӑн ҫуннӑ. Вӑл куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхрӗ; вӗсене ҫиелтен ҫур ҫаврашка юр пӗрчи пек куҫ хупаххисем, аял хӗррипе ухӑ йӗпписем пек вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем харталаса тӑракан куҫхупаххисем хупса хунӑ; вӑл питне аялалла пӗкрӗ, сасартӑк хӗрелсе кайрӗ. Кайран — партие кӗнӗ хыҫҫӑн командира тухсан, вӑл Амур ҫинче Тӑван ҫӗршывӑн чиккисене сыхларӗ, Комсомольск хулине тунӑ ҫӗрте ӗҫлерӗ. — Тусӑмсем, — терӗ капитан, — «Пилигрим» ҫинче, Америка карапӗ ҫинче, сироп ирӗклӗхӗре никам та хапсӑнмӗ, — ҫакна эсир пӗлсе тӑрӑр. «Пилигрим» ҫӑлнӑ ҫак пилӗк негр чӑнахах та Пенсильвани штатӗнчен пулнӑ. — Ӑҫта кайса кӗчӗ-ха пирӗн Ринальдо?! — Ҫук, — хӑвӑрттӑн хуравларӗ Женя. Ку ҫӑмӑл ӗҫех пулмарӗ, ҫапах та темиҫе минутран пиллӗкӗшне те шлюпкӑна антарчӗҫ. Ҫапла хускаткаласан та нихӑшӗ те тӑна кӗмерӗ. Хӗрарӑм ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ, унтан:— Унӑн мӗнпе те пулин тӑранса пурӑнмалла ҫав, — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Тӗрӗс шутланӑ: халь акӑ эпир касса хатӗрленӗ вутта та чугун ҫул патне турттарса пыма пултараймастпӑр. Вӑл хакеле урайне урлӑ чӑсӑлса выртнӑ та, хӑйне ӑша витмеллех пырса тивнӗ хӑрушӑ япала ҫинчен астума мар, хӑй пурӑнни ҫинчен те манса кайнӑ. Павел тачанка ҫинче вӗҫтерсе пыракан урасӑр пулемётчиксене те курнӑ, — кусем тӑшмансемшӗн хӑрушӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсен пулемёчӗсем вилӗм илсе пынӑ. Тимӗр пек хытӑ чӑтӑмлӑхшӑн, тӗл пеме пӗлнишӗн вӗсем пӗтӗм полкшӑн мухтав пулса тӑнӑ. Ҫапла ӗнтӗ яхта, тӗнче тавра тухса каяс тесен, пур енчен те шанчӑклӑ пулать, ҫавӑнпа та Джон Мангльсон, ҫул ҫине тухса каяс тесен, кӑмрӑкпа апат-ҫимӗҫ таврашсене ҫеҫ хатӗрлемелле пулать. Уйрӑмах тунсӑхлӑрах кӗвӗ килӗшет вӗсене, тута купӑсӗ шӑпах ҫавӑн валли. Ҫакна ҫеҫ каларӗ Паганель. — Мӗскӗн ача! — терӗ Элен. Медынская бархат пек ҫемҫе алли каллех Фома аллине ачашшӑн сӗртӗнсе иртнӗ. Каҫхине вӑл ҫав тери капӑр тумланнӑ хӗрне упӑшки вырӑнӗ патне ҫавӑтса пычӗ, Артамонов хӑйӗн ывӑлне хыҫалтан тӗртрӗ, каччӑпа хӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах, алӑран алла тытӑнса, пуҫӗсене усса чӗркуҫленсе ларчӗҫ, вара Баймаков, аран-аран сывласа, вӗсене ахахпа эрешлесе пӗтернӗ, ашшӗнчен юлнӑ авалхи турӑшпа хупларӗ те:— Ашшӗн, ывӑлӗн ячӗпе… Джим чӳречерен малтанах тухма пултарнӑ-ха ӗнтӗ, анчах вунӑ футлӑ сӑнчӑрпа аякка каяймӑн. Вӑхӑт-вӑхӑт бомбӑсем тӳрех блиндаж алӑкӗ патнех килсе ӳкессӗн туйӑнчӗ. Мӗнле ҫӑмӑллине эсир хӑвӑрах курӑр. Ҫавна ӗмӗтленнипе хавхаланса кайнӑскер, Кольхаун каллех малалла каять. Ун шучӗпе турӑ пур усала ҫакӑн пирки ҫеҫ ҫӗнтереймест: — ӗлкӗреймест вӑл, мӗншӗн тесен ҫынсем ытла нумай ҫуралса тулнӑ. Хӑҫан пирӗн чӑн-чӑн ҫынсем ҫуралӗҫ? Кораблев кулса ячӗ. Ҫавӑнпа час-часах ҫапла пулнӑ: икӗ мӑшӑрӗ те кӑштах пӗрле пулнӑ хыҫҫӑн, пуринчен ытла уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра, кашни харпӑрхӑй енне уйӑрӑлса кайнӑ. Чаҫсем те, беженцӑсем те, ҫав тери нумай пырса тулнӑ, тет, унта. Шурӑ питлӗ шалпар кӗлеткерен хуҫа шӑрши кӗнӗ, Тетка унӑн сассине те уйӑрнӑ, вӑл хуҫа сасси пулнӑ, анчах тӗллӗн-тӗллӗн вӑл иккӗленнипе асапланнӑ хушӑра ула-чӑла кӗлеткерен тарма тата вӗрме хатӗр пулнӑ. Пирӗн сӑлӑпсене… часах шыраса та тупас ҫук, кӗрӗр. — Атаманчуковӑн вӑкӑрӗсемпе шуйттан мӑйракисене те пӑрса лартма пулӗ! Вӗсемпе пӗр га ҫӗре эпӗ хам та сухаласа пӑрахнӑ пулӑттӑм… Савельич мана алӑран тытнӑ та:— Тухах ӗнтӗ, сударь, ҫитрӗмӗр, — тесе тӑрать. — Унтан ӑна, аллинчен тытса, сак патне илсе пычӗ те Оленинпа юнашар лартрӗ. Вӗсем иккӗш те ахӑрса ячӗҫ те, кайран пӗри ҫапла калать: «Кунта сана, мучи, куҫа сиктерсе кӑлармалли куҫлӑх лартса яраҫҫӗ, кунта венерически больница, кунтан хӑвӑртрах вӗҫтер эсӗ, унсӑрӑн сана вӑйпах сиплеме пуҫлаҫҫӗ». — Ку — тӗрӗс: ухмахлӑхра пурӑнатпӑр. Анчах хӑй ҫав самантрах тавҫӑрса илчӗ: — Тихон сӑмахӗсем! Манӑн пытармалли нимӗн те ҫук. Кадриль ним сисӗнмесӗр иртрӗ. — Эсир те хӑрарӑр пулӗ? Арҫын ачасем ҫӑмӑллӑнах сывласа илчӗҫ. Халӑх майӗпен унталла та кунталла саланса пӗтрӗ. Каҫхине, вӑл киле таврӑннӑ тӗле, унӑн пӳлӗмӗ пӗтӗмпех улшӑнса тӑнӑ: урай аслӑшпех хаҫатсем сарӑлса выртаҫҫӗ, кровать айӗнчен пӗр купа кӗнеке туртса кӑларнӑ. Ытти япаласем ҫак пӗтӗм картинӑна пӑсман. — Ҫук, Уэлдон миссис! — Марсельпе брамсӗле антар! Сасартӑк сехет тарласа кайнӑ! «Мӗншӗн тесен, пан старик хулара: вӑл ӗнтӗ ҫулталӑк ҫурӑ Дубнора воевода пулса пурӑнать». — Мӗн тума кирлӗ, калӑпӑр, Бетховен ҫуртне курма? Шкултан кӑҫал хӗлле Устин юлашки ывӑлне илсе килчӗ: ҫине те, урине те ним тӑхӑнтарма ҫук. — Вӗсене вӗлермелле те-и? Анчах ҫакӑншӑн вӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, вӗсене наука тӑшманӗсем, вӗренсе ҫитеймен ҫынсем, обществӑн сиенлӗ членӗсем, харпӑр хӑй ырлӑхӗсемпе интересӗсене тата хӑйсен кахаллӑхне ҫӗршывӑн пулас телейӗнчен мала лартакан ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ. Василий Васильевич нумайччен шарламасӑр ларчӗ. Эсӗ, Максимыч, хӑвӑн казакусене лайӑх асӑрханӑ пултӑр. Туппа, тӗплӗн пӑхса тухса, лайӑхрах тасатас. Мӗн унта? Хӗрарӑмсем чӑрмантараҫҫӗ. — Ют ҫыннӑннипе ҫав. Лерен те пулька шӑхӑрса килчӗ. Пиртен уйрӑлса кайнӑ ӑрусен кӗлленнӗ шӑммисем тата юн сӗткенӗ ҫӗр айӗнче шиферпа ҫулсем хушшинче мӗн чухлӗ пулнине кам тавҫӑрса пӗлӗ-ха? — Лятьевский кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ, типӗ, пӗчӗк аллисене сӑтӑркаласа илчӗ. Тен, вӑл хайӗн вилнӗ упӑшкишӗн ҫав тери нумай тӑрӑшнӑ Николай Антоныч (вӑл хӑйӗн упӑшкишӗн тӑрӑшакан ҫынна ҫеҫ, ӑна ҫеҫ качча тухма пултаратӑп тесе шутланӑ-ҫке-ха) ҫав териех айӑплӑ та чунсӑр пуласса та кӗтмен пулӗ. «Карчӑк, карчӑк тетӗп, халь те килмерӗ-и?» — тет пек. — Ҫапла, арлӑ пурнӑҫра, чӑнах та, йывӑр самантсем пулаҫҫех ӗнтӗ, — килӗшӳсӗр хӗрсе кайнӑ калаҫӑва чарса лартас шутпа каларӗ адвокат. Часах Ока леш енче вӑрмансем ҫунма пуҫларӗҫ, кӑнтӑрла ҫӗр ҫинче куҫа ҫиекен кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать, каҫсерен кукша уйӑх хӗп-хӗрлӗ курӑнать, йӑсӑрланакан тӗтӗм ӑшӗнче хӑйсен ҫутине ҫухатнӑ ҫӑлтӑрсем пӑхӑр пӑтасен шлепки пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫырмари шыв, пӑтранчӑк пӗлӗте палӑртса, ҫӗр айӗнчен тухакан сивӗ те ҫӑра тӗтӗм юхнӑ пек туйӑнать. «Тӗлӗнмелле ыраш, тӗлӗнмелле!» Вӑл ҫумма-ҫумӑн пушӑ та чаплӑ пӳлӗмсем витӗр утса тухнӑ, камер-лакей ҫул кӑтартса пынӑ. Асту, хальччен ҫемҫе пулнӑ аллӑм пӗрре пӑчӑртасан, уру тупанӗнчен куҫҫуль персе тухӗ! Кӑшт аяккарах кайса пӑх-ха эс, кум, ҫул ҫук-ши унта; эпӗ кунта шыраса пӑхам. Ну, марш, каях! — Pardon? Вӑл чӗнмесӗр, сывлӑх сунмасӑр, темле тӗлӗнтермӗш кулӑпа кулса, кӳме патне пычӗ. Виҫӗ документ Кӗленчерен кӑларса илнӗ хут листисем тинӗс шывӗпеле ҫурри ҫийӗнсе пӗтнӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче хӑш-пӗр сӑмахсене ҫеҫ уйӑрса илме пулать, вӗсем те, пӗр-пӗринчен уйрӑм тӑнипе, ӑнланмалла мар. — Акӑ мӗн, Ниловна… Манран хура куҫлине салам кала. Ҫутҫанталӑк ҫак пӑлханӑвӗпе канӑҫсӑр чарусӑрлӑхӗ халӗ Воропаева та ярса илчӗ. Пӗррехинче ҫапла ирхине кӳршӗсен анчӑкне ҫенӗхе илӗртсе кӗртрӗм те, сухарипе астарса, ҫӑмне чӑн-чӑн ҫӳҫ илекен пекех ҫап-ҫара иртсе ятӑм. Маччи — кӗленче. — Хӗр таврашсем тӗлӗшӗнчен эсӗ мӗнле — йӑпанкаласа пӑхрӑн-и? Владимир вӗсене савӑнса ыталанӑ та венчете хатӗрленме киле тухса кайнӑ. Козельцова хирӗҫ суранланнисем те, суранланман салтаксем те ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех тӗл пулчӗҫ. Сулхӑн та ҫутӑ тӳпе ейӳ кайнӑ ҫырман пӑтранчӑк шывӗ ҫинче мӑнаҫлӑн карӑнса тӑнӑ. Суйласа илнӗ пекех. Пӑрахнӑ пултӑр ку туяна! Восстанисене пусарас тӗлӗшпе король усӑ куракан майсем. Хӑйӗн ывӑлӗ ватӑ Чуб хӗрӗпе явӑҫса каясран та хӑрать вӑл. Вакула, паллах ӗнтӗ, ун хӗрне качча илсен, ҫав мӗнпур пурлӑха хӑйӗн аллине тытса илме пултарать. Вара вӑл амӑшне, Солохӑна, хуҫалӑх патне ҫывхартас та ҫук. Ҫавӑнпа Солоха кирек хӑҫан та ывӑлне пӳлме тӑрӑшать. Ку ӗҫре вӑл хӗрӗхелле ҫитнӗ ытти хусах хӗрарӑмсем пекех хӑтланать: ватӑ Чубпа тимӗрҫе час-час хирӗҫтересси вара ун ӗҫӗ. — Ҫапла, хурӑнташ, — ответлерӗ старик. Севастополе хупӑрласа илнӗ хыҫҫӑнах, малтанхи вӑхӑтсенче, унта укрепленисем те, ҫарсем те пулман, ӑна хамӑр алӑрах тытса тӑма вӑй та ҫителӗклӗ пулман, ҫапах та ку хула тӑшмана парӑнас ҫукки паллӑ пулнӑ, ун пирки никам та ним чухлӗ те иккӗленмен. Вӑл вӑхӑтсенче ак ҫак герой, авалхи Грецие тивӗҫ герой, — Корнилов, ҫар умӗнчен иртсе пынӑ чух: «Вилер те Севастополе парар мар, атьсемӗрӗ, тенӗ, пирӗн вырӑссем вара, пустуй сӑмах калама пӗлменскерсем: «Вилетпӗр! Ура!» — тесе ответленӗ. Ҫав вӑхӑтсем ҫинчен каласа панисем сирӗншӗн халь тин ӗнтӗ историри чаплӑ преданисем пулма пӑрахрӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем сирӗншӗн чӑн-чӑн пурнӑҫри фактсем пулса тӑчӗҫ. Луиза астуса илнӗ: ҫӗрле курса калаҫнӑ хыҫҫӑн Морис шыв урлӑ кимӗпе каҫас вырӑнне ишсе каҫса кайнӑ. Кам ку? Ҫак ӑнланма йывӑр ӑслайлӑ машина куллен-кунах, канма пӗлмесӗр тӑвӑнса ӗҫленинче мӗнле пӑсӑк сасӑсем, пуррине илтсе тӑма тӑрӑшать… Чухӑн Хопровпа унӑн арӑмне ӑнланма ҫук сӑлтавпа вӑрттӑн вӗлерсе хӑварнинчен вӑл ҫакна чухласа илчӗ: ҫак машинӑра темле пытанчӑк пружина ӗҫлеме тивӗҫ. Пӗр юланут ҫеҫ тӗрӗс ҫулпа пынӑ. Ҫутӑ кантӑк ҫине кӑтартса, вӑл хуллен:— Ак ҫакӑнта пурӑнать, — терӗ. Негр тӑчӗ, куҫ-пуҫне чаркалать: — Сид мистер, эсир мана ухмах тетӗр пуль; мана ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр та, эпӗ халь кӑна хам куҫпа хам куртӑм: е пӗр кӗтӳ йытӑ, е шуйттансем тата темскер. — Мӗн эсӗ Тихонпа ҫав териех йӑваш? — темиҫе хутчен те тӗпчесе пӗлме тӑрӑшрӗ Петр арӑмӗнчен; арӑмӗ ана яланах:— Ытла та хӑнӑхса ҫитрӗ вӑл пире, — тесе ответлерӗ. Вильям! Кай та киле, кала аппуна, апат вӑхӑтне килеҫҫӗ, те, ҫӗр выртма та юлаҫҫӗ, те. Манӑн ҫеҫ нумай пулнӑ. — Ҫук. Алкумӗнче, пӳрт ҫине витнӗ усӑнса тӑракан хӑмӑш тӑррисем ҫинче, сарӑ йӑлтӑрккасем сиккелесе выляҫҫӗ. Ну, ним те мар, ватӑ кӗсрем. Гусев кӗрсе тӑчӗ: хаваслӑ, хӑрӑмпа вараланнӑ. Ҫӗнӗ пекех, вӑт мӗнлескерсем! Паляныця хӑй патне чупса пынӑ юлташӗсем енне ҫаврӑнса кӗскен:— Кӑларса ывӑтӑр вӗсене! — тесе хушрӗ, ваттисем ҫине кӑтартрӗ, кайран, стариксене илсе тухнӑ хыҫҫӑн, Паляныця пӳрте пырса кӗнӗ Саломыгӑна каларӗ: — Эсӗ тула тухса тӑр-ха, эпӗ хӗрпе пӗр-ик сӑмах калаҫса илем. — Манӑн ҫиме ҫӑкӑр ҫук. Пӗр вырӑнта танк, канав урлӑ ыткӑннӑ самантра, гусеницисемпе канав хӗррине пырса ҫапӑнчӗ те, Озеров капитан вара, вӗҫерӗнсе, танк айнелле — канав тӗпнелле татӑлса анчӗ. Ҫакна Гранвильте, 1793 ҫулта, июнӗн 2-мӗшӗнче ҫырнӑ. О-о! — йӗкӗлтесе илнӗ Ежов, Фома вӑраххӑн калаҫнӑ пирки. — Чезаре, чунӑм, эпӗ ӑна хӑваласа яма пултараймастӑп, мӗншӗнне каласа пама та пултараймастӑп сире. Ман шутпа, малтанах апат ҫисен, авантарах пулассӑн туйӑнать, — терӗ вӑл. Планетӑн урлӑшне те шутласа тупнӑ. Вӑл пачах пӗчӗк — 800 километра яхӑн кӑна. — Мӗнле хуласем пулччӑр унта! Сиртен мула тупасси пулмасть. Эпир часах уйрӑлтӑмӑр. Мӗнешкел телей. Вӑл каллех тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. — Йӗрсем тӑрӑх, майор, йӗрсем тӑрӑх. Пӑртак ӗҫсе кӑмӑлне пусарсан, вӑл лӑпкӑн пӗр кӗтессе кайса ларчӗ. — Брузжак Захар Филиппович — паровоз машинисчӗ, производствӑра ҫирӗм пӗр ҫул ӗҫлет. Унтан эпӗ Блефуску утравӗпе тӗлме-тӗл выртакан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри ҫыран хӗррине асӑрхамасла кайрӑм, сӑрт хыҫне пытанса выртрӑм, хамӑн тӗкӗрпе тӑшманӑн; якӑр ярса тӑнӑ флотне пӑхма тытӑнтӑм та унта ҫар карапӗ аллӑ таран шутласа кӑлартӑм, тата транспорт карапӗсем пит нумайччӗ. Эпӗ киле таврӑнтӑм та мана чи хулӑн канатсемпе тимӗр пӑрӑссем нумай илсе килсе пама хушрӑм. Пӗр хӗрарӑм ташланӑ чух пӗр фигура вырӑнне тепӗр фигура туни ҫинчен, темле Бобов тенӗскер хӑй ҫине жабо тӑхӑнсан аист кайӑк евӗр пулни ҫинчен, вӑл пӗррехинче кӑшт ҫеҫ ӳкменни ҫинчен, симӗс куҫлӑ темле Лидина хӑйӗн куҫне кӑвак тесе шутлани ҫинчен тата ытти ҫинчен те. Пӑс витерех вӑл хӑйӗн ӳтне катастрофа хыҫҫӑн пирвайхи хут курчӗ. Ҫак ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче вырӑнти тискер ҫынсем курӑнманни Ливингстона Нгами кӳлли леш енчи ҫӗрсене тӗпчеме чӑрмантарнӑ. — Ҫук, савнӑ Геркулесӑм, — терӗ ҫамрӑк, — ҫӗклеме пурин валли те пайламалла. Эсӗ ытла инҫете ан иш. Сентябрӗн 17-мӗшӗ Корчагинӑн ҫамки ҫинчи суранӗ халь аван курӑнать. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, вара стрепке ҫине йӗнипе тӑртаннӑ, анчах чуп туса та курман ҫамрӑклӑхӑн телейлӗ куҫӗсем пӑхрӗҫ. — Ҫук, — терӗ вӑл, эп мӗн каласшӑн пулнине малтанах ӑнланса, — унашкал, вӗренме юрамасть. Умма тӳпелесех ыраш сухарийӗ тултарнӑ турилкке лартса, алла пӗр пӗтӗм плитка шоколад тытса, мӗн кӑмӑл кайнӑ таран ҫисен пит аван пулӗччӗ те ҫав. — Ӗҫ мӗнре вара? Ҫапла-и? Пур манахсем те Никодим атте ҫине хисеплесе пӑхни палӑрнӑ; настоятелӗ — темӗн пысӑкӑш, ырхан, ҫӑмламас, хӑрах хӑлхи илтмен ҫын — ряса тӑхӑннӑ шуйттан сӑнлӑ пулнӑ; — Ҫук, ҫук. Вӗсем хыҫҫӑн катрашкаллӑ йывӑҫ вулли тӑрӑх пӗр ача шуса анчӗ. Вӑл кантрисем вӗҫне хӑма хучӗ те ун ҫине ларса пӑхрӗ: ҫӗнӗ чуччу ҫирӗпрех-и? Питҫӑмартийӗсемпе час-часах именчӗклӗн йӑл кулнине палӑртса тӑракан хӗрлӗ тути хӗррисене тин ҫеҫ-ха мамӑк пек ҫемҫе те сарӑрах тӗк шӑтма пуҫланӑ ун, тутисем кулнӑ чух йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ. Чертокуцкий офицер господасене хӑй патне хӑнана чӗннипе кӑмӑлтан киленсе тӑчӗ. — Ҫапла, Петр Александрыч, — тенӗ вӑл куҫҫульпе (хатӗрлене сӑмахӗнче ку вырӑн пачах пулман), — эпӗ ачасене ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗм, мӗн тӑвӑп-ха ӗнтӗ вӗсем пулмасан. Ма сhеrе Фидель, эсӗ мана хӑвӑн патна нумай вӑхӑт хушши ҫыру ҫырманшӑн каҫар. — Ҫук, батюшка, эпӗ ҫывӑрса тӑрантӑм ӗнтӗ, — терӗ вӑл мана (вӑл виҫе талӑк ҫывӑрманнине пӗлетӗп эпӗ). Вӑл мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине майорӑн тем пекех пӗлес килет. Шурочка! Парсам ӑна чей. Ҫак ҫут тӗнчене тарӑхни унан сӑн-пичӗ ҫинче хӑй тӗллӗнех палӑрса тӑчӗ. Вӑл каланине хирӗҫ ответлесе эпӗ темиҫе сӑмах каларӑм, анчах вӗсене никам та ӑнланмарӗ. Вара эпӗ паллӑсемпе кӑтартса ӑнлантарма тытӑнтӑм. Хам ирӗке тухасшӑннине пӗлтерес тесе, ирӗкри алла тепӗр алӑ патне, унтан пуҫпа кӗлетке патне ҫывхартса тӗллесе кӑтартрӑм. Пӗр Чурка ҫеҫ салхуллӑн каларӗ: — Ӑна — ҫӑмӑл, унӑн кукамӑшӗ тухатмӑш вӗт! — терӗ. Электричество шарӗ пирӗн сулӑ ҫинчи мӗнпур тимӗр япаласене магнита ҫавӑрчӗ: приборсем, инструментсем, хӗҫпӑшалсем вырӑнӗсенчен куҫса пӗр-пӗрин ҫумне пырса чаклатаҫҫӗ; манӑн пушмакри тимӗр пӑтасем йывӑҫ ҫумӗнчи тимӗр ҫумне хытӑ ҫыпҫӑнса ларчӗҫ. — Турра асӑнать тата! Эпӗ хам пек ҫынсен, эсир фронта хӑваланӑ ҫынсен куҫӗсене уҫса пытӑм. Кӗсмене кимӗ хӗррине хурса, вӑл пӑшал тытать те ҫурт тӑрринчи китаеца тӗллесе перет, — китаецне сиен пулмарӗ, пульккисем сывлӑшра тусан тӗтӗмӗсем тӑратса, ҫурт тӑрринелле те стена ҫинелле ыткӑнчӗҫ. Унта пӗтӗм тӗнчен ӑслӑлӑхӗ пур, пӗр тӑваткӑл такасем кӑна ҫавна ӑнланмаҫҫӗ — урӑхла каласан, никам та ӑнланмасть… Хӗрарӑмсем савӑт-сапасене ҫуса тасатрӗҫ, сухаҫӑсем ҫывӑрма выртрӗҫ, вӑкӑрсене курӑк ҫитерме ҫерем ҫине хӑваласа кайрӗҫ. Кара-Тете тӗлӗшӗпе те вӗсем ҫак йӑланах пӑхӑнчӗҫ. Эсир пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлени килӗшет мана. Маттур ӗҫлетӗр вӑл аллине сулчӗ те кабинетран тухрӗ. Шубин пӗр кӗлеткине салтрӗ те, Берсенев вара Инсаровӑн бюстне курчӗ, ӑна питӗ лайӑх та ӑста, ун сӑнарлах тунӑ. Вӑл ӑмӑрткайӑк йӑви евӗрлӗ. Гаврила, ӑссӑр куҫӗпе хуҫи ҫине пӑхса, вӗҫӗмсӗр ахӑлтатрӗ. Вӑл ман умра ӗсӗклет, чӗтре-чӗтре илет. Ешӗл бархӑтран ҫӗленӗ ҫанӑсӑр кӗпи унӑн ҫав тери шалпарланнӑ, ырханкка хулпуҫҫийӗсем курӑнаҫҫӗ. Англичанла ҫырнӑ документри пӗр сӑмах пирки ҫунатланнӑ унӑн ӗмӗчӗ пӗтӗмӗшпех Ҫӗнӗ Зеланди ҫинчен шухӑшлаттарать. Назарка хутланса выртнӑ та ыйха путнӑ. Атте… Шалый нумайччен колхозри йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен, Давыдова курӑнман, Яков Лукич тӑрӑшнипе, счетоводпа кладовщик унран пытаракан япаласем ҫинчен каласа пачӗ. Кайӑк-кӗшӗк те, шӑна-пӑван та, ҫӗленсем те тытса ҫиеймен чухне кунти туземецсене вилӗмрен хӑтаракан апатпа тӑранмалла пулчӗ ҫулҫӳревҫӗсен: Паганель типӗ ҫырмара пӗр тӗслӗ курӑк тупрӗ, ҫав курӑкӑн сӗтекӗсем ҫинчен ӑна пӗрре ҫеҫ мар хӑйӗн географилле обществӑри юлташӗсем мухтаса каланӑ. Унӑн вунсакӑр ҫула ӗнтӗ Галя ятлӑ йӑмӑкӗ пур, вӑл фабзавучран вӗренсе тухнӑ. — Ҫылӑх! Вӑл, кавалери полкӗ ӑҫта тӑнине шӑршласа пӗлсе, яланах унта офицер господасемпе паллашма пыра-пыра кайнӑ. Малта та, халӑх хыҫӗнчен вӑраххӑн шуса, сӑрӑ кӗлеткесем сулкаланаҫҫӗ. Сана Титок пӗрре юн кӑларса кӑтартрӗ, тата кӑларма та пулать… Масар ҫинче унӑн виҫӗ вилтӑпри пулнӑ ӗнтӗ; Ман тусӑм Рельдресель, вӑрттӑн советӑн аслӑ секретарӗ (ӑна кӑмӑллани ман куҫа йӑмӑхтармасть пулсан), ку енчен казначейство канцлерӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш вырӑн йышӑнса тӑрать. Йыттисем, хӳрисене сулласа тата хуҫи ҫине ҫаврӑнса пӑхкаласа, ҫул хӗррипе чупаҫҫӗ. — Ҫапла, Е… сем патӗнче, — сӑмах хушрӗ Инсаров. — Выля, выля, шельма! — текеленӗ Миките. Эй, ачамкӑ? — Ҫ-ҫук! Ун йӗри-тавра яланах хулара тӑракан дивизири офицерсем сырӑнса ҫӳретчӗҫ, каҫсенче ун патӗнче пианинопа скрипка тата гитарӑсемпе калатчӗҫ, ташлатчӗҫ, юрлатчӗҫ. Вӑл авӑрламан пӑшалне ылханса ывӑтса ячӗ. Эпӗ нихҫан та никам умӗнче те курнӑҫланмастӑп. Ытти законсем вӗсен ҫук…» Вӗсем — пурнӑҫ тӑвасшӑн мар, хӑйсене кӑтартасшӑн ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ… вӗсен виҫисем: хаҫат та Швеци! Хамӑн ҫемьене тӑрантарса усрама утмӑл пӑт кирлӗ, кайӑк-кӗшӗк валли вунӑ пӑта яхӑн, сӗлли лаша валли юлать. — Вӗсем мексиканецсем тесе шутлама сирӗн мӗнле сӑлтавсем пур? Эпӗ мӗншӗн Мускавран тухса каясшӑн пулни ҫинчен ӑнлантарса пама кирлех те мар пулӗ. Именнипе, нимӗн тума пӗлмесӗр эпӗ сукмак хӗррине чӗркуҫленсе лартӑм. — Сан сывлӑху аванланать-ха, тусӑм, — терӗ вӑл пуҫне ҫыхнӑ ҫынна. — Тепри сан вырӑнта пулсан, чӑтайман пулӗччӗ. Анчах санӑн пуҫу, чугун хуран пек, питӗ ҫирӗп. — Парӑр-ха мана аллӑра… хӑвӑртрах… пӗр минутлӑха кӑна, — пӑшӑлтатса каларӗ Пӑван. Адрессене шултра та ҫаврака, шкул ачисен пек почеркпа ҫырнӑ кӑвак конвертсемпе Алексей ФЗУ-ра пӗрле вӗреннӗ хӗрӗн ҫырӑвӗсене илнӗ. Каллех вунӑ пыр пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ: — Мӗн пӑхса тӑрас вӗсем ҫине? — Хӑҫан кӑна хӑваласа ярӗҫ ҫак чупкӑна! — терӗ Устинович, Тоньӑпа военком хыҫӗнчен пӑхса юлса. Таҫта пӗр кӗтӗр-катӗрскер… австрийски евӗрличчӗ пулас, йӑваланса выртатчӗ пек те… Озеров автоматран ҫӳлелле пӗр черет кӑларса ячӗ. Ку йӑла вара ҫапла пуҫланатчӗ: Даша инке конверт ҫине пӑхса е адресне вуласах ҫырура мӗн ҫырнине пӗлесшӗнчӗ, анчах та ҫырусем шывра выртнипе чылайӑшӗн адресне вуласа кӑларма ҫукчӗ. Урокӗ пит интереслӗччӗ — чукча халӑхӗн йӑлисем ҫинчен вӗренеттӗмӗрччӗ. Лётчикӑн ҫирӗп вӑй-халлӑхне кӑтартакан сарлака сӑн-пичӗ ҫинче ачаш та лӑпкӑ хурлӑх палӑрса илчӗ, куҫӗсем ӑшшӑн та уҫҫӑн йӑлтӑртатрӗҫ, сӑнӗ тӳрех пӗр вунӑ ҫул ҫамрӑкланса кайрӗ, вӑл ҫамрӑк йӗкӗт пекех пулса тӑчӗ. Эпӗ вара хама малтанах вӑтам ҫулсене ҫитнӗ пек туйӑннӑ лётчик пӗр ҫирӗм виҫҫе те тин ҫитейнине ӑнлантӑм. Дантон хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ. Ҫав самантрах мотор кӗрлени илтӗнчӗ. Е тата, аллисене сасартӑк ик еннелле сарса пӑрахса, тӗлӗнсе ыйтрӗ: — Суятӑн? Ҫисе янӑ! — Суятӑн! Унтан вӑл, хӑйӗн сассине илтес тесе, сасӑпах каларӗ: — Сехет сасси! — Эпир санпа иксӗмӗр ирӗк ҫынсем. Ҫапла, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, урайне шухӑшлӑн пӑхса тата унчченхи пекех хӑрах аллипе унӑн ҫӳҫне шӑлкаласа, — юлашки вӑхӑтра нумай тӳссе ирттертӗм эпӗ, ун ҫинчен ӗлӗк нихҫан та шухӑшламанччӗ! Манӑн аплах пулмасть, ҫавӑнпа хӑтланса та пӑхас килмест, унӑн чӑнах та питӗ лайӑх тухать. Маттурсен юмахри пек ырӑ амӑшӗ — Стара планина — халь акӑ хаяр ама ҫури амӑшӗ пек пулса тӑчӗ… — Островновпа йӳҫӗллӗ пулма хӑрушӑ… «Тепрер курка ӗҫместӗр-и?» «Икӗ ҫынпа пурӑнма шутланӑ! — капланать ҫилли ун ӑшӗнче. Ӗлӗкхи чаплӑ патша ҫарӗн офицер корпусне акӑ мӗн ҫитмест! Старикпе ача чылайччен шарламасӑр утрӗҫ, анчах сасартӑк, калаҫса татӑлнӑ пекех, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулса ячӗҫ: малтан Сергей ахӑлтатса ячӗ, ун хыҫҫӑн, ӑна курса, кӑштах именсерех, Лодыжкин та йӑл кулса илчӗ. Кайӑр халь, кайӑр ӗнтӗ. Тум ҫинчен пирӗн калаҫассӑмӑр килмест пулсан вара? Нагульнов заявление вуласа пачӗ, хут таткине сӗтел ҫине хурса якатрӗ те, ун ҫине хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ал тупанне хучӗ. Куҫ шӑрҫийӗ витӗр телеграммӑн пур сӑмахӗсем те пуҫра йӗркеленсе тӑчӗҫ. Аннӳ сан тӑлӑх хӗрарӑм, пенсипе кӑна пурӑнать, анчах кунта ӗнтӗ… Кунта хула хӗрри. Лӑпкӑ та салху. Вӑрман хуллен кӑштӑртатать, сывлӑшра чӗрӗлнӗ ҫӗрӗн ҫуркуннехи шӑрши сисӗнет. Кунта — ҫуклӑхпа чухӑнлӑхра ҫуралнисене, ҫуралсанах чуралӑха кӗнисене пурне те илемлӗ пурӑнӑҫ туса парассишӗн хӑйсене шеллемесӗр вилнӗ хамӑр тӑвансем. Ушкӑн хӑвӑрт, анчах асӑрхануллӑн малалла куҫрӗ. Хӑй пуҫӗпе шухӑшлама пӗлекен ҫамрӑк ҫынна ҫак ӗҫе тума сӗнме те тивӗҫ мар. Ҫирӗм улттӑмӗш е ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулсенче, ну, калӑпӑр, налогсем пысӑках марччӗ-ха. — Пӗлетпӗр, пӗлетпӗр. Туррине урӑх илмест. Мӑлатук-пулӑ 1864 ҫулхи июлӗн 26-мӗш кунӗнче пӗр питӗ лайӑх яхта Ҫурҫӗр каналӗпе ыткӑнса пынӑ. Мӗн-ха пит эс! Ҫӗрӗ лӑпкӑ, ҫав тери тӗттӗм, хупӑрласа илнӗ башня тавра, вӑрманта та, тӳрем сӑртлӑхра та, виле шӑтӑкӗнчи евӗр шӑплӑх тӑрать. Ҫавӑнта кӗрсе каять те вара, сӑтӑрна-сӑтӑрна вӑлча тӑкать. Пӳртре сас-чӳ лӑпланчӗ. — Унта, Уэлдон миссис, — терӗ Гаррис, — сире мӗнле кирлӗ ҫапла пӑхӗҫ, темиҫе кун канни сире вӑй кӗртӗ. — Шиклӗ ку, хӑрушӑ, анчах — ытлах мар! — Паллаймарӑн-им? Мирон ӑна пӗр сӑмахсӑрах итлесе, пенснине сӑмси ҫине лартрӗ те тухса кайрӗ. Калаҫакан йытӑсем пуррине, Данири пӗр ученӑйӑн йытти ҫирӗм сӑмаха яхӑн уҫҫӑнах каланине пӗлсен, «Пилигрим» команди акӑш-макӑш тӗлӗннӗ пулӗччӗ. Анчах вӑл лайӑххине те, усаллине те шухӑшласа кӑларма пултарайман. Хӑвӑн шанчӑкна ан ҫухат, ывӑлӑм. Иван Захарыч каланине вӑхӑтра пӗлнипе ҫеҫ ача сывлӑхне упраса хӑварма май пур пулсан, епле-ха ӗнтӗ мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех кунта асапланмасӑр, хӑрамасӑр пурӑнӑн? Куҫлӑхлӑ профессор мана ответлеме сиввӗн сӗнсен, эпӗ ун куҫӗнчен пӑхса илтӗм те вӑл ман умра икӗпитленнишӗн хама кӑштах намӑс пулса кайрӗ, ҫавӑнпа ответ пуҫламӑшӗнче пӑртак такӑнкаларӑм; анчах кайран ҫӑмӑлланӑҫемӗн ҫӑмӑлланчӗ, ыйту эпӗ питӗ лайӑх пӗлекен вырӑс историйӗнченччӗ, ҫавна пула эпӗ питӗ хӳхӗм пӗтертӗм тата, вӗриленсе кайса, профессорсене эпӗ Иконин маррине, мана унпа пӑтраштарма юраманнине систерес шутпа тепӗр билет илесшӗн пултӑм; анчах профессор, пуҫне сӗлтсе: «Аван» терӗ те журнал ҫинче темле паллӑ турӗ. Ырӑ ҫын пулӑр, Антон Прокофьевич, терӗ мана, кайса кунӑҫтарса килсемӗрччӗ Иван Никифоровича, тет. — Эх, Чезаре, мӗнле майпа часрах хӑтӑласчӗ унтан тесе ҫеҫ шухӑшларӑм эпӗ паян! Вӑл хирти будкӑра выртса ҫывӑрчӗ те будка ҫине витнӗ тимӗр ҫилпе хӑнтӑртатнӑран, те ҫумӑрпа исленнӗ пальто типсе ҫитеймен пирки ҫӗрлехи сивӗ ҫапнӑран, те айне сарнӑ сурӑх тир кӗрӗкӗнче ҫав тери йышлӑн кӗшӗлтетекен пӑрҫасем ҫыртса аптӑратнӑран, час-часах вӑрана-вӑрана кайса тертленчӗ… Комитет членӗсем хӑйсен туппине пӑхса тӑранаймаҫҫӗ, вӗсем калама ҫук хӗпӗртеҫҫӗ. — Ну, хӗрсем, тӑрӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Аха! — тесе ячӗ Гленарван, хӗпӗртесе. Мӗншӗн? Вӑл алхасакан ҫамрӑк хӗр ҫине вутлӑ-хӗмлӗ пӑхнӑ, анчах лешӗ, ун пирки калаҫассине урӑх вӑхӑта хӑварса, мисс Жаксон ҫилленнине нимӗн чухлӗ те асӑрхаман пек пулса тӑнӑ. Мӗн чухлӗ палланӑ ҫын! Каласа кӑтарт — мӗнле пурӑнтӑн, мӗн ӗҫлерӗн?.. Вилӗмрен ҫӑлӑннӑ ҫак негрсем Америкӑран тухса кайнӑ чухне ирӗклӗ ҫынсем пулнӑ, каялла та ирӗклӗ ҫынсемех таврӑнаҫҫӗ. Ҫынӗсем палуба тӑрӑх хытӑран-хытӑран кускаласа ҫӳретчӗҫ, классенчи пассижирсем сиксе тухрӗҫ, тахӑшӗ борт хыҫнелле тапса сикрӗ, ун хыҫҫӑн — тепри, унтан татах; икӗ мужикпа манах палуба ҫумне винтӑласа лартнӑ тенкеле пуленкесемпе ҫапса вӗҫертсе кӑларма хӑтланчӗҫ; кормаран чӑхсем хупнӑ пысӑк решеткене шывалла печӗҫ; палуба варрине, капитан тӑракан вырӑна хӑпармалли пусма патне пӗр мужик чӗркуҫленсе ларнӑ та, хӑй ҫумӗпе чулакансене пуҫ тайса: — Православнӑйсем, ҫылӑхлӑ эпӗ… — тесе кӑшкӑрса улатчӗ. «Суймастӑн-и эс, пан писӑр? Ыран та пулин хӑвӑртрах тухса каясчӗ пӗреххут! Анчах пӗл, эпӗ санран хӑрамастӑн, — терӗ вӑл. Анчах эсӗ ирхине вӑкӑрсене пӗрлехи кил картине мӗнле хӑваласа кайнине эпӗ астӑватӑп, куҫу хӑвӑн шыҫса, чышкӑ пек пулса кайнӑччӗ, кроликӑнни пек, е калӑпӑр, ыйӑхран сиксе тӑнӑ ватӑ йыт аҫинни пек хӗрлӗ. — Пӗр ҫын хӑварчӗ кӑна — асӑнмалӑх. — Каларӑм вӗт эпӗ! — ӳпкелерӗ Наталья упӑшкине. Пурте: вӗренни чӑрсӑрлӑх патне илсе пырать, теҫҫӗ. Ывӑлӗ мӗн хӑтланнине Артамонов пӑшӑрханса сӑнарӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. Тепӗр кун ирхине, ҫутӑлас умӗн, хула хыҫӗнче, еврейсен масарӗ тӗлӗнче, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен икӗ рабочие персе вӗлернӗ, — вӗсен патӗнче ухтарнӑ чухне винтовкӑсем тулнӑ-мӗн. — Сӑмахпа калани, Тая, ӗҫпе кӑтартни мар. Вӑл ватӑ ӗнтӗ, унӑн вӑй-халӗ те ҫук: пӗр канмасӑр нумай вӑхӑт хушши утма та пултараймасть. Чылай вӑхӑт иртсен, вӑл тӑватӑ петлюровецпа пӗрле, Корчагинсен ҫурчӗ патне утрӗ. — Кунта пирӗн заведующи пурӑнать, — терӗм эпӗ, — тен, эсир ӑна пӗлетӗр те пулӗ — Николай Антоныч? Пысӑк залӑн кӗтессинче, сценӑран сылтӑм енче, пианино патӗнче, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен комсомолецсем тата Таля Лагутинӑпа Борхарт лараҫҫӗ. — Хӑҫан? Пӗччен Бизонпа Отаки сиккелесе ташлама тытӑннӑ: — О Синопа! Хӑйсӗр пуҫне вӑл никама та итлес ҫук, — никама та! — Эпӗ ӗҫме пултаратӑп. Сылтӑм алӑсенчи йӗлтӗр патакки, хӑйпе хаех малалла каять, сылтӑмалла ыткӑнать, унтан вара ерипен кӑна хыҫа тӑрса юлать. Рабочисем те, подрядчиксем те, пур майпа та мана улталама, мӗн те пулин вӑрлама тӑрӑшатчӗҫ, хӑйсене кичемле ӗҫ тума хушнине пӑхӑннӑ пек, вӗсем ҫавна пытанмасӑр тенӗ пекех тӑватчӗҫ, эпӗ вӗсене тытсан, ним чул та ҫиленместчӗҫ, анчах ҫиленмесӗр вара тӗлӗнетчӗҫ: — Ҫав пилӗк тенкӗшӗн эсӗ ҫирӗм тенкӗшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшатӑн-ҫке, ытла та кулӑшла, — тетчӗҫ. Эпӗ унран Екатерина Ивановна Татаринова-Григорьевӑна пӗлместӗр-и тесе ыйтрӑм. Николай Антоныч мӗн тума ун патне пынӑ-ха? Вӑл выртма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — юнашар мар пулин те, чылай ҫывӑхра взрыв пулчӗ; халтӑртатса та кӗмсӗртетсе, темӗн ишӗлсе анчӗ. Ан вӗлер эсӗ вӗсене! — Апла пулсан, мӗншӗн вӑл ку таранччен вилмен-ха? Ӑна ача чухнехи вӑхӑт тата хӑй ялтан инҫетри мӑнастире хӑватсем тӑвакан турӑш патне уява кайнӑ чух пулнӑ ырӑ савӑнӑҫ аса килчӗ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ пичкере ларса пурне те итлени ҫинчен пӗлмест вӑл. Ҫапах та вӑл хӑйӗн хаярлӑхӗпе, хӑйӗн икӗпитлӗхӗпе, хӑй карапӑн команди ҫинче калама ҫук пысӑк влаҫ тытни мана ҫав тери шиклентерчӗ, вӑл аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурсан, эпӗ чӗтресе каяссинчен ҫеҫ тытӑнса юлтӑм. Тӑраниччен ҫисен, пӗччен Бизон каланӑ: — Ҫак ҫырласене пурне те пухса хамӑр вигвама илсе каймалла. Вӗсем пире хӗл каҫма ҫитеҫҫӗ. — Озеров, кунта! — чӗнчӗ вӑл. Унпа пӗрле пулма кичемччӗ. Эпӗ сана шухӑшлама виҫӗ кун паратӑп, халӗ ман куҫ умне те ан курӑн, тенӗ — Иван Петрович. — О, апла пулсан, — терӗ Гленарван, — эсӗ Джон капитанпа туслашасса эпӗ шансах тӑратӑп. Уншӑн пулсан, тӗнчере моряк ячӗнчен хаклӑ ят урӑх пӗрре те ҫук. Вӑл хӗрарӑм валли те морякран лайӑххине урӑх тупса параймасть. Салтаксем шӑпӑртларчӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗ офицертан пӑрӑнарах тӑчӗҫ, ӑна ҫул пама е чӗлӗм чӗртме вут пама тӑрӑшрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине вӑрттӑн пӑха-пӑха илчӗҫ. Ун ури сассисем хӑй урама тухсанах, илтӗнми пулчӗҫ. Вӗсене выҫӑ вилӗм кӗтет. Ҫакӑн ҫине пӑхса утнӑ май, Мересьев хӑй тӗллӗн шухӑшласа пычӗ: нимӗҫсем те ҫавӑн пекех пирӗн уйра тымар ярасшӑн, пирӗн сӗткенсемпе туласшӑн, пирӗн пуянлӑхсемпе усӑ курса, намӑса пӗлмесӗр ӑна хӑрушла хупласа хурасшӑн, хӗвеле картласа лартасшӑн пулнӑ; ӗҫлеме юратакан хӑватлӑ халӑха тӑван уй-хирсенчен, унӑн хулисенчен хӑваласа кӑларасшӑн, унтан пурне те туртса илесшӗн, унӑн юнне ӗмсе типӗтсе лартасшӑн, ҫумкурӑкӗ ҫак ыраш пӗрчисене путлантарнӑ пек путарса лартасшӑн пулнӑ. Ӗҫлӗ-хӗллӗ пурнӑҫӑн чикки умне ҫитсе чарӑнсан, этем ҫутҫанталӑкри хӑйӗн вырӑнне, хӑйӗн пӗлтерӗшне тупма, таврари тӗнче ҫине хӑй мӗнле пӑхнине ӑнланса илме тӑрӑшать. Эпӗ ватӑ ҫын, чӑнлӑхшӑн хӑваланине тӳсекенскер, ман часах турӑ ратне каймалла пулать, суйса хӑтланмашкӑн — усси ҫук маншӑн! «Сасартӑк ӑна вӗлерсен е амантса пӗтерсен?» Вӑл каллех именсе те хумханса кулать, кӗпе-тумтир купине арпаштарма тытӑнать. — Эсӗ те унпа пӗрле кай! Анчах Дик Сэнд саламланӑн аллипе сулларӗ, палламан ҫын ӑнланчӗ, паллах, мӗншӗн тесен кӑшт иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн каллех малалла утрӗ. Манӑн юратнӑ Варюха-горюха! Горева иккӗмӗш эшелонпа унӑн ҫыннисене юратман, вӗсемпе килӗштерсех те кайман. Ахалӗн мӗншӗн вӑл вырӑнта ҫук-ха? Эпӗ йӑпӑр-япӑр сиксе антӑм, тӑратасшӑн пултӑм ӑна, чӗлпӗрӗнчен турткаларӑм, усси ҫук; хӗстернӗ шӑлӗсем витӗр хуллен йынӑшни илтӗнчӗ; кӑштах тӑрсан вӑл вилсе те кайрӗ, юлашки шанчӑка ҫухатса, эпӗ пӗр-пӗчченех ҫеҫен хир варринче тӑрса юлтӑм; ҫуран кайма тӑтӑм — ура лӑштӑрах кайнӑ; иртен кунхи пӑшӑрханусемпе ӗшенсе, ҫывӑрайманнипе тертленсе ҫитнӗскер, эпӗ йӗпе курӑк ҫине ӳкрӗм те пӗчӗк ача пек макӑрса ятӑм. Мӗне кура каялла ҫаврӑнма шухӑшларӗ-ши вӑл, пӗлместӗп, анчах лаша урисем айне пырса тирӗнчӗ те аяккалла сиксе ӳкрӗ, лашисем хӑравҫӑскерсемччӗ: ман урлӑ тӑпӑрт-тапӑрт сиксе каҫрӗҫ, хӑрт-харт турӗҫ те вӗҫтере пачӗҫ. Тем пулсан та, вӗсем Мускава тӗлӗкре те курас ҫук! — терӗ вӑл. Чиновниксем пирӗн унсӑрах питӗ нумай. Ҫӑпата сыр! Эпӗ ухмаха ернӗ-им вара? Вӑл пӳрнине мачча патнелле ҫӗклет, пӳрни ҫинче кашкӑр куҫӗ пек симӗсрех чул йӑлтӑртатать; ҫав вӑхӑтрах сарлака кӑкӑрлӑ, йытӑ пуҫӗ пек пуҫлӑ темле купец, Артамонова ҫаннинчен туртса ун ҫине хӑйӗн вилнӗ ҫыннӑнни пек кантӑк евӗрлӗ куҫӗсемпе тӳррӗн пӑхса, хӑлхасӑр ҫын пек хыттӑн кӑшкӑрса ыйтать: — Дуня мӗн калӗ, э? Ун пуҫӗнче салху шухӑшсем туллиех пулнӑ. — Пирӗн батарея Зли-долӑринчен начар пулмасан, пӗр тӗрӗке те хӑвармастпӑр! — шӳтлерӗ такам. Вӗсем, духовнӑйсем, шатах тӑлӑхсем, анчах тӑлӑх яланах вӑрӑ е ашкӑнакан ҫын пулса ӳсет, тӑлӑх вӑл нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑмасть! Вӑл картта ҫине «Св. Мария» шхунӑн ҫулне те кӑтартнӑ. Анчах, тӳррипе каласан, унпа манран нумайтарах вӗреннӗ ҫынсем те тавлашма аптӑраса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Хӑй шартах сикнӗ пек пулчӗ, пуҫӗ чӗтренчӗ унӑн, мӑйӑхӗ усӑнса анчӗ. Вӑл манпа килӗшсе пуҫ тайрӗ. Сан шухӑшупа, кайма кирлӗ мар, эппин? Присутстви пайӗнче тата хӑйне икӗ пӳлӗм, иккӗшне те шуратнӑ, таса: пӗри килен-каян валли, тепринче зерцало. Ҫӳлӗ хыҫлӑ тӑватӑ пукан, стенасем ҫумӗнче тимӗрпе кӑшӑлланӑ арчасем, ку арчасенче повет судне панӑ элеклӗ хутсене кулисемпех усраҫҫӗ. — Ну, Петр Андреич, кӗҫ-вӗҫ татах инкек пулатчӗ, мухтав турра, йӗркеллех иртсе кайрӗ: тӑшманӗ апат ҫиме ларнӑччӗ кӑна, ман мӗскӗнӗм, тӑна кӗрсе йынӑшрӗ ячӗ!.. Анчах кунта Кондрат Майданников хутшӑнчӗ: — Островновран, завхозран, ҫакӑн пек сӑмахсем илтни пире питех те тӗлӗнтерет! Заданисӗр епле ӗҫлес тетӗн-ши эсӗ? Турӑ хушнипе мӗн чухлӗ ӗҫлес килет, ҫавӑн чухлӗ-и? Эпӗ плуг авринчен алла вӗҫертмесӗр сухалам, эсӗ пур, хӗвел ҫинче ҫурӑмна хӗртсе вырт, ҫапла ӗҫленӗшӗн вара пӗр пекех илӗпӗр-и? Хӑватлӑ пурӑнатӑн, Яков Лукич! — Турра шӗкӗр, Кондрат Христофорыч! — Ҫапла-а! — вӑраххӑн та салхуллӑн тӑсса илчӗ Рыбин. — Камсем?.. Сӑмахне аран ӑнланмалла: «Пирӗн ялав юнпа сӑрланнӑ, а кусем — пӗтӗм арми ятне яраҫҫӗ. Ҫакна вӑл хӑвӑрт та ҫав тери кӗтмен ҫӗртен тунӑ пирки хӗрача, тӗлӗннипе аптранӑскер, сӑмах та тупса калаймарӗ; вӑл, хӑраса ӳкес патнех ҫитнине палӑртакан куҫӗсене чарса пӑрахсах, ун ҫине пӑхать. Иван Никифоровича ун ҫинчен каласа парсан, вӑл нимех те каламарӗ: леш, хӑмӑрӗ мар-и? тесе ҫеҫ ыйтрӗ. Унсӑр пуҫне, унӑн океанӑн ҫак никам ҫӳремен пайӗнчен тухиччен карап хӑвӑртлӑхне чакарас килмерӗ. Кӗҫех тата хытӑрах, тӑтӑшрах кӗрлеме тытӑнчӗ. Вӑл каллех хӗвеланӑҫ енче тусем ҫӗкленсе тӑнине курчӗ. Ҫырасса хӑй, паллах, пултараймастчӗ ӗнтӗ. — Кам патне? — тет Том, кулма пӑрахса; халӗ вӑл тӗлӗнчӗ пулас. Яланах пуринчен малтан Иван Иванович вӑраннӑ та, тӳрех Тетка патне е кушак аҫи патне пырса тӑнӑ, унтан мӑйне тӑсса темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн те ӗнентерӳллӗн калаҫма пуҫланӑ, анчах унӑн сӑмахне малтанхи пекех, ӑнланмалла мар пулнӑ. Вӗсен аллисем пӗр-пӗрин ҫумне перӗнчӗҫ.. Ҫак виҫӗ ҫынтан пӗри Цветаев пулнӑ. Шӑ-ӑп тӑр-р! Пӑрлӑ пуш хир, вӗҫсӗр-хӗрсӗр уҫлӑх. Пӑчкӑ, йывӑҫ ӑшнелле касса кӗрсе, шавлӑн чашлатать, савасем чӑштик-чӑштик тӑваҫҫӗ, вӑшӑлтатса шӑхӑраҫҫӗ, пуртӑсем чанклатса касаҫҫӗ, известь кирпӗч ҫумне ҫатлатса ҫыпӑҫать, пуртӑ вичкӗнӗшне ҫуласа, хӑйра нӑйкӑшать. Эпӗ аннене калӑп, сирӗн валли вӑл сиплӗ шыв парса ярӗ, унпа пилӗк-ҫурӑма сӗрсен мӗн ыратни часах иртсе каять.» — Паллах, тӗрӗс, ҫӗр хут ансатрахчӗ, — килӗшрӗ Гаррис. Ҫӗр шӑтӑкӗн урайӗ тӑвӑл вӑхӑтӗнче кӗрсе юлнӑ шыв курӑкӗсемпе витӗннӗ. Вӑл курӑксем ҫине выртма та лайӑх пулчӗ. Вӗсемпе ҫулҫӳревҫӗсем часрах усӑ курма тӑрӑшрӗҫ. Шӑтӑка кӗрес ҫӗрте Мюльреди хӑрӑк туратсем хурса кӑвайт чӗртрӗ, вара пурте тумтирӗсене типӗтрӗҫ. Вӑл ман ҫинчен сана мӗн те пулсан каларӗ-те-и ӗнтӗ?.. — Пӗлетӗн-и, ашшӗ, — тесе хушнӑ вӑл, — хӑҫан та пулсан пирӗн ача аслӑ пуҫлӑх пулать. Ҫамрӑкчӗ, патварччӗ, анчах тем амакӗ пырса ҫыхланчӗ те — пӗтрӗ вара! Вӑл ҫаплах тӑрӑшнинчен онбаши те тӗлӗнсе кайрӗ. Христофор атте, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкине тытса, такама яланхи пек ҫемҫен те кулкаласа мар, хисеплӗн те чыслӑн пуҫ таять — пӗрре те килӗшмест ӑна ҫапла хӑтланни. Том шухӑша кайрӗ те тепӗр минутран ҫапла ыйтрӗ:— Кам каласа кӑтартать вара? Вӑл ӑна тӳрех ҫынсем патӗнчен аяккалла илсе кайрӗ. Каллех ҫиҫӗм ялкӑшса илчӗ, ту хысакне аҫа ҫапрӗ, тӳпене ишсе антарас пек хӑватлӑ аслати пӗлӗт тӑрӑх шатӑртатса кӗрлесе кайрӗ. — Акӑ ӗнтӗ пурнӑҫ мӗнле, э? — Атте, качака таки илсе пар-ха мана, — тесе ыйтрӗ пӗррехинче яланах мӗн те пулин ыйтакан Яков. Ҫӑмартисем чӑххине вӗрентме пуҫларӗҫ… — Эпӗ Санта-Катарина чиркӗвӗнчи аттесем патне каясшӑнччӗ, анчах вӗсен ҫылӑх каҫарттаракансем нумай мар-ши? Мана ҫапла туйӑнчӗ; кашнине уйрӑммӑн илес-тӗк, мана савӑк пулман пекех, вӗсене те савӑк пулман; анчах хӑй кӑна унашкал туять тесе шутласа, пӗтӗмӗшле хаваслӑха пӑсма хӑймасӑр, юриех савӑк пек кӑтартассине кашнинех хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне йышӑннӑ; кунсӑр пуҫне — калама та аван мар — чарана вуншар тенкӗ тӑракан виҫӗ бутылка шампански, тӑватшар тенкӗ тӑракан вунӑ бутылка ром яни, ҫапла вара пурӗ, апата шутламасӑр, — ҫитмӗл тенкӗ тӑкаклани хӑех мана юри тума хистенӗн туйӑнчӗ. Кантӑк ҫӑт-ҫат, чӑнкӑр-чанкӑр туса ванса кайрӗ: тахши пӗр кантӑк куҫне тӗксе ватрӗ. Е, тен, этем шутласа кӑларнӑ чи-чи пушӑ, ӑнсӑртран пулнӑ, чӑкӑлтӑшлӑ, вӑйпа хистесе тутармалли ниҫта шӑнӑҫман киревсӗр япалана та ҫийӗнчех пурнӑҫлама пултаракан тарҫӑ тупӑнманни вӑл пач ҫук та пулӗ-и?» Ҫакӑн пек туслӑ калаҫусем вӑраха кайнӑ ишев вӑхӑтне кӗскетме пулӑшрӗҫ. Паллӑ ӗнтӗ, Бенедикт пичче пур чухне калаҫу энтомологи наукин пӗр-пӗр ыйтӑвӗ тавра ҫаврӑнчӗ. Пуринчен ытларах вӑтам хресченсем тухрӗҫ, вӗсем колхоза кӗрессе те чи кайран кӗнӗччӗ, пухусенче яланах нимӗн чӗнмесӗр ларса ирттеретчӗҫ, нарядчиксемпе пӗрехмаях тавлашатчӗҫ, ӗҫе тухасшӑнах марччӗ. — Ҫавӑнпа манӑн ӑна тата ытларах курма кирлӗ. Чӳречерен ӳкекен ҫутӑ тӳрех ун пичӗ ҫине лекет, ҫавӑнпа халӗ ӗнтӗ Джемма ӑна лайӑх сӑнаса пӑхма пултарнӑ. Пар-ха мана пӗр-пӗр интереслӗ кӗнеке, эпӗ вара сан патра лӑпкӑ ҫеҫ ларӑп, шӑтӑкри шӑши пек. Мана пӗр ҫӗртен те шӑйӑрса кайман. Монтанелли патне Артур ҫемҫен, чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ, ҫавӑн пек утнипе вӑл ӗлӗк хӑйӗн килтисене яланах ҫиллентеретчӗ. Виҫӗ сехет хушшинче эпӗ хулана ҫеҫ мар, унӑн тавралӑхне те пӑхса ҫавӑрӑнтӑм. Ах, турӑҫӑм, санӑн ирӗк!» тесе хыттӑн каласа пычӗ Калиныч эпӗ каласа панӑ хушӑра; Анчах часах эпӗ, ӑҫта каяссин тӗллевне чи юлашки матрос манран нумайтарах пӗлнине ӗненсе ҫитрӗм. Йӗрет те йӗрет, тет, ҫӳҫӗпе куҫне шӑлать, тет. Анчах Давыдов кӗреҫене хӑй патнелле туртрӗ. — Пар-ха, Сидорович, эпӗ пуҫлам, эпӗ ҫамрӑкрах. Хӗрарӑмсене калча ҫумлаттарайрӑн-ши? Ӗненместӗп! Хамӑр пултарнӑ пек. — Ну, эсӗ мӗншӗн кунта? Каяс пулать». Йывӑҫ каскана чутласа тунӑ виҫӗ картлашкаллӑ крыльца умне ҫитсен, пӳрт алӑкне уҫни, сӑлӑпа шутарни илтӗнчӗ. Мӗнле сӑмахсем вӗсем? — Штурман ҫав ҫырӑва почтӑпа яма хӑратӑп, тесе ҫырать, — терӗ вӑл. Вӑл урҫаччӗ, тӑватӑ пӗчӗк ачапалан, хӑй ҫапах та хӗрӗх сакӑр тенкӗ шалӑвӗпех унтан-кунтан саплаштаркалама мел ҫитеретчӗ. — Пӗр сӑмахсӑрах, тӗрӗс. Вӑрҫӑра паттӑрла ӗҫсем тӑвассишӗн ҫунакан ҫамрӑк Техас ҫыннисен ӗмӗчӗсем ҫавӑнта татӑлнӑ ӗнтӗ. Ҫӗрпе Хӗвел хушшине (пӗр астрономи единицине) ҫутӑ пайӑрки 8 минут та 20 секундра ҫитет. Анчах мӗн тума пултарӑн-ха кунта? Юрӗ, тата кам пур?.. Хайхискер чылай вӑхӑт иртсен тин халран кайса ҫитнине туякан пулчӗ, ытла ӗшеннине чӑтаймасӑр ҫывӑрса та кайрӗ, анчах шӑп ҫӗр варринче чӗтреве ӳксе куҫне уҫрӗ. Анчах эпӗ хамӑн повеҫех пуҫлам-ха. Пысӑк хулана каятпӑр вӗт… сахал-им унта ун пеккисем? Эсир улшӑнатӑр пулсан, сирӗн ҫинчен эпӗ ҫырусӑрах илтме пултаратӑп, анчах хальхи пекех юлатӑр пулсан, мӗн тума кирлӗ пулӗҫ сирӗн ҫырӑвӑрсем? Артур тенкел ҫине ларчӗ. Монтанелли унӑн аллисене тытса хытӑ чӑмӑртарӗ. Алексей хӑй ӑсӗнче ӑна ырласа илчӗ. Халь те янӑрать хӑлхара ун сасси. — Пӗрре ҫӗрле лашапа чӳрече патне пырсаччӗ, ӳсӗр. Кӗртме ыйтрӗ. Унӑн ӗҫӗсем сулмаксӑр, ҫирӗп мар. — Асӑрханӑ-и эсӗ, — кӗтмен ҫӗртен калаҫма пуҫларӗ Берсенев, аллисене сулкаласа: — мӗнле асамлӑ туйӑм хускатать ҫутҫанталӑк пирӗн чӗресенче? Йывӑр заданисене хӑйӗн полкне хӑй илсе кайма, унтан, каҫхине, технарьсемпе пӗрле ҫулланса пӗтнӗ моторсем ӑшӗнче чакаланма юратнӑ пекех, пушӑ минутсенче вӑл хӑйӗн машинӗпе тӑрмашма та юратнӑ. Хӑранипе кӑшкӑрса янине ҫӳлтисем ҫав вӑхӑтра илтнӗ те ӗнтӗ. Шотландин интересӗ, унӑн шухӑшӗпе, Великобритани интересӗсемпе килӗшсе пыман, ҫавӑнпа та вӑл океансенчи утравсенчен пӗрин ҫинче Шотландин аслӑ колонине уҫма шухӑш тытнӑ. Ялан ӳсеҫҫӗ кораллсем, вӑхӑт иртнӗ майӗн вӗҫӗнчен пулса тухнӑ рифсем Австралин кӑнтӑр енчи ҫӗрне пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илмелле. Озеровпа Уралец хура питлӗ вилӗ наводчике бруствер хыҫнелле йӑтса кӑларнӑ вӑхӑтра, виҫҫӗмӗш артиллерисчӗ, — ку та яш ача, анчах шултра йышшискер, вараланнӑ питлӗскер тата шывланакан куҫлӑскер, — замокпа аппаланнӑ хушӑра ударнӑй механизм виткӗҫӗ ҫӗмрӗккине асӑрхарӗ. — Мӗнле калас сана? Тул та ҫутӑла пуҫларӗ. Огнянов утланса пынӑ лашине Ненко ҫавӑтса Вериговӑ ялне пырса кӗчӗ те пӗр ҫуртӑн алӑкне шаккарӗ. Хӑвар мана; халь кая юлман: кам сана пурнӑҫ патне чӗнет, ҫавсене итле. Манӑн полевой почтӑн номерӗ — ӗлӗкхиех». Шалта сӗм-тӗттӗм. Лӑпкӑ уйсенче, ту ҫинче, каҫалӑк умне чӗмсӗррӗн пӗшкӗннӗ хӗрарӑмсен кӗлеткисем курӑнаҫҫӗ. Аялта, лапамри каҫхи мӗлкесемпе пӗрлешсе, отряд хыҫҫӑн отряд ним сас-чӳсӗр ирте-ирте каять. — Ну, кайрӑмӑр, — терӗ те Санин, вӗсем тухса кайрӗҫ. — Tranquillisez vous au nom du ciel, madame la comtesse, — терӗ Сен-Жером. Сӗтел ҫинче сӳннӗ сӑмавар, ҫуман чашӑк-тирӗк лараҫҫӗ, турилкке вырӑнне хут ҫине хунӑ кӑлпассипе сыр татӑкӗсем, ҫӑкӑр татӑкӗсемпе тӗпренчӗкӗсем, кӗнекесем тата унтах сӑмавар кӑмрӑкӗ йӑваланса выртаҫҫӗ. Вӑл чарӑнчӗ те, унӑн пичӗ ҫинче мӗнпур шанчӑка ҫухатнӑ ҫын туйӑмӗ палӑрчӗ; вӑл сӑнран ҫав тери хурлӑхланчӗ; унӑн куляннипе шуралнӑ ҫамкипе ҫӗрелле пӑхакан куҫӗсенчен пуҫласа майӗпен йӑлкӑшса тӑракан питҫӑмартисем ҫине юхса аннӑ куҫҫуль тумламӗсем таран пӗтӗмпе «ку пит-куҫра телей ҫук!» тесе каласшӑн пулнӑ пек туйӑнчӗ. — Вырӑс утравӗсем, Стерлегов сӑмсахӗ, Пясина шыв пырӗ… Хӑйӗн ҫӑкӑр миххисемпе Андрий ҫӗр айӗнчи тӗттӗм те хӗсӗк коридорта тутар хӗрарӑмӗ хыҫҫӑн аран-аран утса пырать. Православнӑйсем, аяккалла пуҫтарса илӗр ӑна, ахалӗн — ҫылӑха кӗмелле пулӗ! Ман шухӑшпа, пур майсемпе те колхозниксене колхозран тухасран тытса чарма тӑрӑшас пулать тата колхоз правленийӗсемпе ячейка секретарӗсене ҫапла тума хушмалла: вӗсем колхозниксем хушшинче ӑнлантару ӗҫне куллен кунах туса пыччӑр, пуринчен ытла колхозсене патшалӑх мӗнле-мӗнле льготӑсем пани ҫинчен анлӑн пӗлтерсе тӑччӑр… мӗншӗн тесен чылай вырӑнсенче ҫакна нимӗн чухлӗ те ӑнлантарса паман-ха. Помощник лайӑх манӑн! — терӗ. Сасӑ пулмассерен хӑлхине тӑратса тата ырра мар анса ларнӑ каҫӑн тӗксӗм чаршавӗ витӗр пӑхма тӑрӑшса, фургон таврашӗнче пӑлханса утса ҫӳрет. Пӗр виҫӗ сехет хушши йывӑр шухӑша путса вокзалта ҫапкаланса ҫӳрерӗм. — Пӗлетӗн вӗт эсӗ, хам мӗн тума вӑй ҫитнине йӑлтах тума тӑрӑшнине. Хӗвел анса ҫитет, хӗвеланӑҫ енчи ҫыранри хурӑнсен мӗлкисем бухта урлӑ каҫса палуба патне ҫитнӗ. Вара Ромашв сасартӑк, тин ҫех шухӑшланӑ илемлӗ пуплевне ҫӗнӗрен аса илсе, хӑйне хӑй, хайӗн калушӗсене, шинельне, шуранка питне, ҫывӑхран куракан хевтесӗр куҫне, хайӗн яланхи сапаланчӑклӑхӗпе килпетсӗрлӗхне, айккинчен пӑхнӑ евӗр, тӗлӗнмелле уҫҫӑн кӑларса тӑратрӗ те, чӑтма ҫук вӑтаннипе чӗри ыратмаллах тарӑхса, тертлӗн хӗрелчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй пӑшӑрханса шухӑшларӗ: — Паллах, ку питӗ интереслӗ — сыщик! Тома судья умне пырса тӑратрӗҫ, анчах мӗскӗн ача хыттӑн сывлама та хӑяймарӗ, унӑн чӗлхи типсе пыр шӑтӑкӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ. Вӑл ҫав ҫыннӑ хӑрушӑ чаплӑлӑхӗнчен пӑртаках хӑранипе тата пуринчен ытла ҫав ҫын хайхи хӗрачан ашшӗ пулнине пӗлсе тӑнипе унӑн чӗри кӑлтлатсах сикрӗ. — Эп эрех ҫынни мар, мана тмин йӳҫҫи пар! — тенӗ Яков Тарасович. Анчах ун хыҫҫӑн та ӑшӗ вӑркани лӑпланмарӗ: унӑн мӗнпур чунӗ хускалчӗ, вӑл чӑннипех асапланма пуҫларӗ, ҫын кун пек хӑйӗн пысӑк мар талантне пысӑк пек кӑтартма тӑрӑшнӑ чухне, кӑна ниепле те кӑтартса парайман чухне асапланать, ҫамрӑк ҫын кун пек асапланнӑ хыҫҫӑн чаплӑ ӗҫ туса хума пултарать, анчах виҫерен тухсан ку асап пушӑ ӗмӗт патне ҫеҫ илсе каять, тепӗр чухне вӑл ҫынна усал ӗҫ патне илсе ҫитерет. Хӗрарӑм хӑранипе ним тума пӗлмесӗр ун ҫине пӑхса ларчӗ. Лар пӑртак стариксемпе, Яша! Унтан стакана уйӑх ҫутине хирӗҫ тытса, унӑн ӑшӗнчи пӑтранчӑк квас ҫине пӑхса илчӗ. Ҫырӑвӑн тепӗр пайне урӑх хут татӑкӗ ҫине французла, ҫыпӑҫуллӑ, анчах тикӗс мар саспаллисемпе ҫырнӑ. — Ахалех… Хӑй ырӑ фейӑсене нихҫан ӗненмен пулсан та вӑл малашнехи пурнӑҫӗ лайӑх пуласса ӗмӗтленнӗ. — Ан нӑйкӑшса тӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна кил хуҫи. Ыйӑх тӗлӗшӗпе вӑл хӑйне такам кӗпе ҫухавинчен хуллен кӑна туртнине туйрӗ. Пирӗн туннель текех Ҫӗр айнелле анмарӗ, пыра-киле вӑл тӳп-тӳрех пулса тӑчӗ. Озеров каллех повозка ҫинелле пӗшкӗнчӗ. — Митюхина мар, Абросимова. Комендант ҫемьи ҫинчен яланах кулӑшсем калама пӑхни, уйрӑмӑнах Марья Ивановна ҫинчен мӗн те пулин тӗртсе каланисем мана пит те килӗшместчӗҫ. Шӑтӑкран сывлӑш кӗрет пулсан, йӑва тӑрри шывран тухса тӑрать. Акӑ вӑл амӑшӗ ҫумӗпе, ӑна сӑн-питӗнчен хаяр куҫпа пӑхса иртрӗ, унтан тимӗр купи умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ҫур питӗ хӑвӑрт иртет. «Ывӑлӑмсем, юратнӑ ывӑлӑмсем! мӗн курма тӳр килет-ши сире, мӗн кӗтет-ши сире?» тет вӑл; унӑн тахҫан ӗлӗк ҫав тери хитре пулнӑ пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем хушшине куҫҫуль тумламӗсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Тул ҫутӑлчӗ. Хӑй те пӗлсе юлаймарӗ вӑл, темле майпа-ҫке, пусма картлашкисем тӑрӑх хӑпарса алӑк уҫрӗ те пӳлӗмре мӗнпурри ялкӑшса та ҫиҫсе тӑнине кура, ҫавӑнтах кӑшт каялла чакрӗ; анчах леш хайхи, Диканька витӗр тухса кайнӑ запорожецсене палласа илсен вӑл кӑштах хӑюлланчӗ. Общество вӑй ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та вӑй тенине обществӑна тытса тӑракан тӗп никӗс вырӑнне хурса хисеплемелле. Гремячий Лог хуторӗ пуҫланнӑранпа нихҫан та хаҫат тени хӑй тавра ҫав кун пуҫтарнӑ чухлӗ итлекен халӑх пуҫтарни пулман. «Григорий Иванович килте-и?» — тесе ыйтнӑ вӑл, лашине Прилучино ҫурчӗн крыльци умне чарса. Ҫапла вара, тепӗр виҫӗ-тӑватӑ кун кайсан, горизонтра Бернуили сӑмсахӗ курӑнасса кӗтсех тӑма пулать. Каҫарӑр манӑн шанчӑксӑрлӑха, анчах вӑрттӑн организацисенчен килекен пӗлтерӳсем тӗрӗс пулни тӗлӗшпе эпӗ яланах кӑшт иккӗленетӗп. Мӑйӑнтан эрех фляги ҫакса яратӑн, аллуна шӑнкӑрав тытатӑн та ҫапӑҫу кӗрлесе тӑракан ҫӗре каятӑн. — Анчах Доминикинӑна ятлама та юрамасть: вӑл пӗтӗм вӑйпа тӑрӑшать пулас, анчах тума май ҫук япалана тума пултараймасть. Шӑпа манӑн татӑлнӑ. Рудольф Митман обер-лейтенант Озеров полкне малти лини патне нимӗҫсен 47-мӗш дивизийӗн участокне илсе каякан тӗп ҫулпа мар, ялтан яла ҫӳремелли пӗчӗк ҫулсемпе илсе кайрӗ, унта резерври ҫарсем ҫапах та сахалтарах. Карапа хирӗҫ хула ҫийӗн хура нумай-нумай пӑнчӑ вӗҫет. Каҫхи апат хыҫҫӑн пурте часах саланса пӗтрӗҫ. Инкек ҫине синкек пулса, «Пилигрим» пӗтнин, халь тата ун пур пассажирӗсем те хӑрушлӑха лекнин сӑлтавӗ Негоро пулнине туйрӗ. Унтан, кӑшт шухӑшласан:— Эсӗ унпа килӗштерсе пурӑн: ку ҫын, ӗнентерсех калатӑп, пирӗннисенчен лайӑхрах, — терӗ. Смоковница тымарӗ ҫумӗнчи тин чавнӑ шӑтӑкра темиҫе ывӑҫ французсен ылтӑн укҫине курсан, ку мӗнле сӑлтав иккенне пурте ӑнланчӗҫ. Ҫавӑнта вӑл акӑ мӗн асӑрханӑ: вӑрман патнелле ҫывхарас вырӑнне пуҫсӑр юланут яланах вӑрман хӗрринчен пӗр пек хушӑра утса ҫӳренӗ. — Ну, Андрюха, эпӗ каятӑп! Доктор сасартӑк чарӑнчӗ. Вӑл малалла хускалма пултараймасть пек туйӑнса кайрӗ. Ҫав утрав ӑҫта вырнаҫса тӑнине хальхи вӑхӑтра калама май ҫук-ха, мӗншӗн тесен унта эпир илсе килмесӗр хӑварнӑ мул халӗ те ҫаплипех сыхланса выртать. Вилетӗн эс час — шел! Пирӗн калаҫу тӳрмен сӑмахран пуҫланчӗ: эпӗ кунта кам килнӗ те кам килмен тесе палланӑ ҫынсене суйлама тытӑнсаттӑм, малтан вӗсен кулӑшла енӗсене, унтан усал енӗсене кӑтартса патӑм. Ӑшӗнче ӑна темскер хӑй ҫак старикпе урӑх нихӑҫан та тӗл пулаймасси ҫинчен пӑшӑлтатса систерчӗ. — Туссем? Пӗттӗр вӑл ман ханшана ӗҫсех! — Халӗ ӗнтӗ мана итлӗр. Тӗрмере, ссылкӑра ирттернӗ ҫулсемпе уйӑхсене аса илчӗ, тӗрлӗрен инкек тӳснисем, тӗрмесенче хӗненисем, Ҫӗпӗрте выҫлӑх курнисем ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ, анчах та ку — хурлӑхсӑр пулчӗ, амӑшӗ унтан хӑй те тӗлӗнчӗ. Ҫапах Хоуик вельбота айккинелле пӑрма ӗлкӗрчӗ те каллех кит ҫапасран хӑтӑлчӗ. Ҫак улшӑнми идейӑна пула, эпӗ хӑшпӗр чухне ытла та ӑссӑрла хӑтлантӑм: хам ҫук ҫӗрте ӑнсӑртран пушӑ вырӑн (néant) ҫеҫ курма ӗмӗтленсе, хӑвӑрттӑн хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӑм. Тӳррипе каласан, манӑн халех вокзала ҫитсе Мускавран Красноярска ҫити билет туянассӑм килчӗ, унтан вара самолетпа Заполярьене те ҫитме пулать. Хӗр хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ те Берсеневпа калаҫма пуҫларӗ: — Акӑ вӑл яланах ҫапла: манпала ачапа калаҫнӑ пекех калаҫать, эпӗ вунсакӑр ҫул тултарнӑ ӗнтӗ. Сунара ыран каймалла тенӗ чух, йытӑ пӑхакансемпе стремяннойсене пурне те ирпе пилӗк сехете хатӗр пулма приказ панӑ. Анчах та мӗншӗн-ха вӑл сана килӗшсех каймасть? Пӗтӗм халӑх урамра, уя мӗн пулассине курма чупса тухрӗ. Пирӗн ҫине пӑхать, кулкалать… Вӑл ҫав тери хуллен илтӗнет, ӑна тискер кайӑк хӑлхи те пӑрланнӑ йывӑҫ тӑррисем пӗрпек кашланинчен уйӑрса илеймен пулӗччӗ. Анчах халь ӗнтӗ эпӗ хӗрарӑм. Акӑ мӗн ҫинчен шухӑшланӑ ӗнтӗ Андрий пуҫне усса, куҫӗсемпе хӑйӗн лаши ҫилхи ҫине пӑхса пынӑ хушӑра. — Тухтӑр, текех ҫав хурлӑхлӑ истори пирки асӑнар та мар, мӗскӗн Кандовӑн сӑнарне хуратар мар ҫапла асӑнса. Ачасем иккӗшӗ те ҫула тухрӗҫ, часах вӗсем тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ. Ҫапла! Унӑн вӑхӑт нумай, ытлашшипех нумай… — Миссис Бертон мана сиртен каҫхи апат тӑвас килмест-и тесе ыйтма хушрӗ, сэр. Вӑл сире эсир ҫывӑрма выртиччен курма ӗмӗтленет, мӗншӗн тесен унӑн паянах сирӗнпе калаҫмалла. Вӑл койка ҫинче тепӗр май ҫаврӑнса выртрӗ те минтер вырӑнне, чӗркесе ҫыхнӑ сылтӑм аллине пуҫӗ айне хучӗ, унтан аллине илчӗ. — Турилкке вырӑнне вӑл ӑна нимӗҫ котелокӗн кивӗ алюмини хупӑлчине тӑсса пачӗ те, ҫав хушӑрах, хӑй куҫҫульне пытарас тесе пулас, айӑккалла пӑханҫи пулчӗ. Кун пек чухне вӑл курнӑҫланса илме юратать — ҫакна пит ӑста вӑл. Юрать, халь вӑхӑчӗ ҫавӑн пек — часах вӗренсе ҫитӗ», — шухӑшларӗ матрос. Ҫар госпиталӗн кӗҫӗн врачӗ Нина Владимировна хӑйӗн тӑваткӑл пӳлӗмӗнче, пӗчӗк сӗтел хушшинче, кӑвак хуплашкаллӑ хулӑм тетраде уҫа-уҫа ларать. Виличчен пӗр кун малтан кӑна мана каларӗ-ха… Кирлинчен ытларах ӑнланни — сиенлӗ. Корчагин хӗр енне ҫаврӑнчӗ те, сассине ҫемҫерех кӑларма тӑрӑшса:— Мӗн эсӗ ҫак кирлӗ-кирлӗмарпа аппаланатӑн? — тесе ыйтрӗ. «Нелл Гвина илсе килӗр!» — тет. Урисене ҫирӗппӗн пусса вӑл сӗтел умне пырса тӑчӗ. Анчах вӑл тин аса илет: кирлӗ хатӗрсене хӑйпе пӗрле илсе килмен иккен. Тӳпери ҫутӑсенчен Уйӑха сӑнасси пуринчен те ҫӑмӑлрах. Капла тӑнипе урисем ҫине тиеннӗ йывӑрлӑх кӑштах ҫӑмӑлланчӗ. — Мӗнле пӗлтертӗр-ха вӑл, тухса тарнӑскер? — Ҫӗрле ҫил-тӑвӑл пулать, — палӑртрӗ Том, таврара хура пӗлӗтсем капланнине кӑтартса. Е ҫакӑ йӑлтах, тахҫан Макҫӑм калашле, савӑнӑҫпа тунсӑха та, хаваслӑхпа салхулӑха та ӑс-тӑнра пӗр пеккӗн шанӑҫтарса хӑваракан ҫутӑпа сасӑ евӗр, тӗттӗм пуҫ мими тӗпӗнче сӑнлӑхсӑр-кӳлепесӗр вӗҫе-вӗҫе иртрӗ-ши?.. Мӗн пирки ку ҫапла тулашнине аран-аран тӗпчесе пӗлтӗм. Кунта нимӗн те ҫук! Кӗрлени лӑпланчӗ, тавралӑх вара каллех шӑпланчӗ. Аннене шел! Ибрагим анаслакаласа, хыҫкаланса, чӗлхипе кӑмӑлсӑр чаплаттаркаласа, алӑк уҫса пачӗ. «Ну мӗнле пек Рим?» — тесе ыйтрӑм эпӗ унтан. Тӗрӗс вӑхӑта пирӗн Мускавра, Штернберг ячӗпе хисепленекен Государство астрономи институтӗнче, тата Ленинградра, Пулковори обсерваторире кӑтартса параҫҫӗ. Никам та ӑнлантарса параймарӗ ҫакна. Хӗрарӑмшӑн шӑл ачаран хӗр пулса тӑнӑ ҫул пите усӑллӑ. Анчах Синопа аякках чупса кайнӑ пулнӑ. — Морис-мустангерӑн килӗ ӑҫтине кам та пулин пӗлет-и? — Прапорщике? — терӗ фельдфебель, сӑмах майӗн кӑна пӑхса илнипе Володьӑна татах та ытларах иментерсе. Володьӑшӑн пулсан вӑл: «Мӗн прапорщикӗ вӑл, ӑҫта та пулин вырнаҫтарма кирлӗ-ши ӑна?» — тенӗ майлах пӑхса илнӗн туйӑнчӗ. Часах Польшӑн пӗтӗм кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗ вӗҫӗмсӗр сехӗрленсе тӑма пуҫларӗ. — Европа юлтӑр ӗнтӗ. 11) Малалла 77-мӗш статья ҫумне тӳрлетӳ пур. Стена патнелле хӗсӗнет те одеял айӗнчех тӑрса юлать. Базаров ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, лавпа чуптарса килекен Николай Петровичӑн кӑвакарса кайнӑ сӑнне курчӗ. Вӑл лашисем чарӑничченех лавӗ ҫинчен сиксе анчӗ те, пиччӗшӗ патнелле ывтӑнса пычӗ. — Халь кӑна килсе ҫитрӗ. Уншӑн вара амӑшӗ айӑплӑ, мӗн тумалла пулнӑ, амӑшӗ ҫавна туман иккен. Эпир шыв ҫине анатпӑр-и вара? Тӗттӗмлӗхре вӗсен сассисем, вӑхӑт-вӑхӑт хӗрача ӗсӗкленипе шӑпланса, темле, уяври кӗлле аса илтереҫҫӗ. — Мӗнле те пулин документ пур-и? — ыйтрӗ Степан Бояркин. Эсир организацире тӑнине эпӗ пӗлмен те! Ларкӑч ҫине шаклаттарӗ те… — Ыйтма ирӗк парсамӑр, сэр, — терӗ Джойс: — эпӗ кама та пулин курсан, манӑн пемелле-и? — ыйтрӗ вӑл. Ку каллех аташни мар-ши? Хӗн-хур тӳссе пурӑнакан чӗрчунсем, килкартинче ҫӳрекен имшеркке йытӑсем, вилӗм пӳрнӗ кушак ҫурисем, йӑвисенчен тухса ӳкнӗ ҫерҫи чӗпписем, хурт-кӑпшанкӑсемпе ҫӗлен-калтасем таранчченех Елена патӗнче хӳтлӗх тупнӑ: вӑл вӗсене хӑех тӑрантарнӑ, вӗсенчен йӗрӗнмен. — Вӑрӑсене тытма ку чух тупӑшлӑ мар пулас ҫав! — терӗ ҫилӗллӗн хӑрах куҫлӑ ҫӳллӗ рабочи. Халран кайнӑччӗ ӗнтӗ вӑл, хӑлхисенче тем янӑрама тытӑнчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, урӑх утаяс ҫуккине сисрӗ ӗнтӗ хӑй, ҫапах та юлташӗсене кӗтсе тӑма каламарӗ; юлташӗсем кӑшкӑрса каланӑ пулсан та, илтместчӗҫ пуль, — ҫил пур пӗрех ун сассине хуплать. Эпӗ ку ҫӗршыва пӑртак пӗлетӗп, кунти тискер ҫынсен йӑлисемпе те паллашнӑ. Пӗррехинче, гостинӑйне кӗрсен, Макҫӑм унта Петрпа Эвелинӑна тӗл пулчӗ. Шухӑшласа пӑхӑр кӑна, шултра чечексемлӗ пусма тавартан ҫӗленӗ калама ҫук сарлака панталонсем. Мещансен пӳрчӗсенче ун пек пусма тавартан занавескӑсем тӑваҫҫӗ тата мебель ҫумне ҫапаҫҫӗ. Ну, кала, эп ак пӑртак ӗҫем-ха. Санаторирен парса янӑ запассем пӗтрӗҫ ӗнтӗ. Тӑваткал километр лаптӑк виҫи пулнине эсӗ пӗлетӗн; ҫав квадратӑн кашни енӗ пӗрер километр. Сӑмахпа нимӗн тума та пулӑшаймӑн… — Тыткӑҫа та-и, йӑмӑкӑм?! Ара, халиччен эсир, хаклӑ юлташӑм, Ритӑпа иксӗр хушӑрта идейӑллӑ туслӑхсӑр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук тесе шутлаттӑрччӗ-ҫке… Унӑн тӑвӑлпа анӑранӑ пуҫӗ халӗ нимӗн те чухламасть. Унӑн хуҫисем килйышӗпех вилсе пӗтнӗ. Йӳнӗпех ҫурт туяннӑшӑн Титокпа судлашаканни никам та юлман. — Астӑватӑр-и тата, Афанасий Кириллыч, теорие епле чӑмлаттӑмӑрччӗ? — терӗ Веткин. Эпӗ сисетӗп: наркӑмӑшлӑ хаяр ҫилӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех тулать ман ӑшӑмра. Кил хуҫи сӗтел хушшинче, пӳрнисемпе ун хӗррине шакӑртаттарса, амӑшне куҫран тинкерсе пӑхрӗ. Икӗ горбыльне пӗр чӗнмесӗр татрӗҫ. Мӗн-мӗн курни пӗрре асӑма кӗрсе юлӗччӗ те, ҫавсене йӑлтах эпӗ ун хыҫҫӑнхи пӗтӗм пурнӑҫӑн тӗттӗмлӗхне хампа пӗрле илсе кайнӑ пулӑттӑм… Шӑпах ҫав самантра куртӑм та эпӗ хам паталла чупса пыракан штурмана. Утса мар, чӑнласах чупатчӗ вӑл ҫыран тӑрӑх самолет тӑракан сӑмсахран. Манӑн, ват супнӑн, унпа калаҫса тӑмалла марччӗ, чула пӗр шарламасӑр илмеллеччӗ те ӑна малтанах пуҫран пемеллеччӗ, мӗнле пулсан та, пуҫран, унсӑр ҫав усала вӗлереймӗн, иккӗмӗш хутра эпӗ лектереймӗттӗм те, факт. Виҫҫӗмӗш сехет пулнӑ. Ҫиллӗ, пӗр 10 градус сивӗ тӑнӑ, ҫанталӑк тӗксӗм пулнӑ. — Кам пулнӑ вара? Ну, каям-ха, хам ӑйӑрсемпе сывпуллашатӑп та — киле. А фактсем, ҫын калашле, — кутӑн япала. Самӑр судья ҫӑварне кӳпшек аллипе хупласа анасларӗ, хӗрлӗ мӑйӑхли тата ытларах шурса кайрӗ, вӑл хӑш чух аллине ҫӗклерӗ те, тӑнлав шӑмми ҫине пӳрнипе хыттӑн пусса, хурлӑхлӑн чарӑлнӑ куҫӗпе маччаналла пӑхрӗ. Вӑрӑ-хурах мар-и ку? Хӗр ӳссе ҫитрӗ — ӑна качча памалла. Мӗншӗн тесен унталла шурлӑх нумай, ҫӗрӗк вырӑн, ҫинчен тата шӑрӑх та. — Турӑҫӑм, эпӗ ҫеҫ тӑрса юлатӑп, — Лена ирӗксӗртен куланҫи турӗ те, ку шухӑш ӑна мӗн тери кичемлентернине пурте ӑнланчӗҫ. Уншӑн пӗтӗм пурнӑҫ сиенлӗ, пур ҫӗрте те — тӑкак, ун ниҫталла пӑрӑнмалли ҫук, пур енчен те нимӗн те ҫук, пур енчен те — «Чарӑн!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ кӑна. — Апӑрша хӗрӗсем! Мӗнле пурӑнӗҫ ӗнтӗ вӗсем хӑр-тӑлӑха юлсан? Ӗненместӗп! — Эсир шӳт тӑватӑр, кавальеро! Эпир, вырӑссем, пурте — аптранӑ иртӗнчӗксем… Пӑхса тӑракан халӑх хирӗҫ мар. Каллех айӑпланакана чӗнсе тухаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн сасартӑк чарса лартнӑ сӑмахне малалла калать. Эпӗ вара ҫапла шутларӑм: вӑл вил ӳсӗр пуличчен ӗҫет те пӗрер сехетрен ҫывӑрса каять, ун чух эпӗ е ҫӑраҫҫи вӑрласа, е леш пӗренене татса ҫитерсе, пӳртрен тухатӑпах, пурпӗр мӗнле те пулин май тупатӑп. Артур ытла та ҫамрӑк, пурӑнса курман ҫын тесе шухӑшланӑ Монтанелли. — Хутлатсах лартать, ҫав тери сивӗ! Хуйхӑпа унӑн пичӗ те тӗксӗмленчӗ. Пӗркун Формушкинран кӗпесем парса ятӑм. Сан ҫарна Перекоп урлӑ каҫма пулӑшса сан генералусене Крым ҫыннисене тураса тӑкма пулӑшнӑшӑн-и?..» Малалла калӑр, эпӗ кайран каласа парӑп… Эпӗ тухса каймалли куна палӑртса та хучӗ. — Пӳлӗме кӗр ара. Вӑрманти сӑмала завочӗ пекех, хура тӗтӗм кӑлараҫҫӗ. Ҫавӑн пек чӑмӑрсенчен чи пысӑккисем салтаксене шеренги-шеренгипе пӗтерме кӑна мар, чи Тӗреклӗ стенасене те ишӗлтерсе ҫӗрпе танлаштараҫҫӗ, темиҫе пин ҫынлӑ карапсене тинӗс тӗпне яраҫҫӗ; темиҫе чӑмӑрне пӗрлештерсен, мачтӑсене пӗтӗм хатӗрӗ-мӗнӗпе тата-тата пӑрахаҫҫӗ, ҫын тӑнлавӗсене ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн таткаласа пӑрахаҫҫӗ тата таврара мӗн пуррине пӗтӗмпе ҫаратса хӑвараҫҫӗ. Ушкӑнти ҫынсем хушшинче эпӗ пӗрре пӑхсах икӗ аслӑ гение палласа илтӗм. — Эпе «аристократишко» терӗм, — тавӑрчӗ Базаров, ӳркенчӗклӗн чей сыпса илсе. — Манӑн ун пек кӑмӑл ҫук… — Ӑҫта-ха вӗсем халӗ? — Ҫук, эпӗ вылямастӑп тесе сӑмах патӑм; Хӑйне ятланине хирӗҫ вӑл пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, хулпуҫҫисене кӑна чӗтретсе илчӗ. Ҫакӑ вара матроссене пушшех тарӑхтарса ячӗ. Гленарванпа Джон Мангльс хутшӑнман пулсан, команда ҫак преступнике таткаласах пӑрахнӑ пулӗччӗ. — Викторин провинцинче ҫеҫ мар, Кӑнтӑр Австралинче те, Квинслендерта та, ҫавӑн пекех тата Босманинче те, каторжниксене хирӗҫ питӗ хаяр законсем кӑларнӑ. — Мстислав Сергеевич, — чӗнчӗ Гусев, халӗ вӑл ларнӑ та пуҫне хыпашлать, юнпа сурса хучӗ, — пирӗннисене пурне те пӗтерчӗҫ… Ҫапах та, мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха сана, Макар, ҫав чӗлхе? — ыйтрӗ юлашкинчен Разметнов. Тепӗр икӗ кунӗнче, октябрӗн 27-мӗшпе 28-мӗш кунӗсенче, вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ. Ача хурланнипе йӗрсе ячӗ те, каялла ҫаврӑнса, вӑйӗ ҫитменнипе тарӑхса вӑрҫса чупрӗ. Нумаях пулмасть йӑваш калаҫнӑ Пӑванан ҫак урнӑ пекех хаяр сӑмахӗсем кӗтмен ҫӗртенех килсе ҫапрӗҫ, вӑл пичӗ ҫинчи маскӑна сирсе пӑрахнӑ пекех туйӑнчӗ. Картла выляма та лармарӗ, тӗссӗрленсе тӗлӗнсе кайнӑ сӑн-питне пӗрре те килӗшмест пулин те, ытларах кулса ирттерчӗ. Анчах поручике вӑрҫа ӑсатма тивӗҫ. — Тӑхта, кинӗм! — Мӗнле ҫук? Король ытамне сарса пӑрахрӗ те, Мери Джейн ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, Куян Тути те герцог мӑйӗнчен уртӑнчӗ. Мӗн тери савӑнчӗҫ вӗсем! — Эсӗ мӗнле пурӑнатӑн, Стёпа? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. Ҫак юнлӑ ӗҫсем ҫинчен каласа пӗтерес тесен, «Тӑвансем» ятлӑ карапа асӑнса хӑвармалла, ӑна Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем 1815 ҫулта тытса пусмӑрланӑ, 1820 ҫулта «Бойд» карапа аркатни те ҫакӑн ҫинех кӗрет; юлашкинчен, 1829 ҫулхи мартӑн 1-мӗш кунӗнче ҫав ҫынсемех акӑлчансен «Гаус» бригӗ ҫине тапӑннӑ, вӗсем ун ҫинчи матроссенчен нумайӑшне вӗлерсе ҫавӑнтах ҫисе янӑ. Хӗҫ-пӑшал таврашне те ҫӗнӗрен илтӗмӗр. — Сире пама ӑна питӗ шел те, анчах суйма пултараймастӑп: сирӗн пуҫпа карабин кӑна мар, артиллери музейне те пӗтӗмпех выляса илме пулать! Вӑл ӗнтӗ вунвиҫҫӗре, анчах ашшӗ патӗнче пурӑнать. Сана ӗҫ пирки калаҫҫӗ, эсӗ сӑмсуна каҫӑртнӑ. — Курӑр-ха, хӗрсем, вӑл ӳсӗр мар-и ҫак? Сасартӑк ун ҫурчӗн пусми умӗнче такам сасси хыттӑн, ҫӗкленӳллӗн, анчах суян юрласа ячӗ: Лашасем тулашаҫҫӗ, ҫӑварлӑх кӑшлаҫҫӗ, Кӑпӑклӑ, туртӑшуллӑ хӑйсем-м-м… Унӑн урисем, ют ҫын урисем пек, шӑм-шакки килӗшӳсӗррӗн авкаланать, вӑл эрешмен карри ӑшӗнчи сӑпса пек е тетел ӑшӗнчи пулӑ пек сиккелет, — ҫавна пӑхса савӑнмалли те ҫук. Тепӗр кунхине ача каллех иртнӗ каҫ хӑйне тем савӑнтарса пӑшӑрхантарни ҫинчен каласа панӑ амӑшне. Чӑн-чӑн арсенал темелле, хӗҫ-пӑшал кӗлечӗ пулнӑ тӑнӑ! Вӑл хирӗҫ сас памарӗ. Эпӗ — унтан та япӑхрах… — тесе шухӑшласа илнӗ. Машка пур-и санӑн? Килет… — Ну! — аллине сулнӑ Фома. Вӑл виҫҫӗр-тӑватҫӗр тӑваткал метрлӑ пысӑк зал илчӗ, вӑйӑсем выляса кӑтартма мана валли утмӑл метр сарлакӑш сӗтел тупса лартрӗ; эпӗ сӗтел ҫинчен ӳкесрен сӗтел хӗррипе, виҫӗ фут ҫӳлӗш решетке тытса ҫаврӑнчӗ. Полицай пулма пӗр ҫыннине хӑвӑртах тупрӗҫ. Вӗрентӗн-им? Унтан вӑл сӑмси ҫуначӗсене сарса ярса, кӗскен те хаяррӑн:— Апла?! — тесе хучӗ. Сан пурлӑху мар ку!» терӗ кум та, ҫывӑхарах пырса. Ҫак пысӑк та айван этем… — Николай Матвеич, хӑнана кӳрентермесен те юрӗччӗ! — такамӑн ҫӑра та кӑмӑлсӑр сасси янӑраса кайнӑ. — Нимӗн те пулман, ара. Пысӑк хӗр, ман хута кӗнӗн пулса, аллине тӑсса пачӗ, ҫамрӑк ҫын вара хӗрсӗр тӑрса юлчӗ. — Мӗншӗн? Анчах Павел Корчагин пӗр чаҫрен тепӗр чаҫе ним шухӑшламасӑр куҫакан красноармеец мар ӗнтӗ. Ҫав сирӗн Корытов… Меслетсӗр вӑйлӑ ҫил вӗрет, хӑйӑр кӗрчӗсене ҫитсе ҫапӑнакан ҫӳллӗ хумсем юлашки тӑвӑл хыҫҫӑн океан лӑпланса ҫитейменни ҫинчен каласа параҫҫӗ. — Иккӗн? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл хӑранипе пӗтӗмпех ҫӳҫенсе, туртӑнса илнӗ. «Ҫулне тупасчӗ кӑна! Ывӑлӗ ун ҫине сӳрӗкреххӗн пӑхса илчӗ те:— Тен, эсӗ ӑҫта та пулин тухса кайӑн? — терӗ. Давыдов васкамасӑр, анчах пысӑккӑн яра-яра пусса утать. Ҫуранах килтӗр-и вара? Жилянски урамӗнче, пӗр ҫуртра ухтарнӑ чухне, Лебедев Антошӑна персе вӗлернӗ. Хытӑ хӑрарӗ вӑл. «Астурӑм, астурӑм!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те Петро пӗтӗм тискер хаваслӑхӗпе, пурттине сулса ярса, мӗнпур вӑйӗпе карчӑк ҫинелле вӑркӑнтарчӗ. Эпӗ ӑсран кайнӑ ҫын пек турӑм… Пирус чӗркенӗ чух сулахай аллине аран ҫӗклерӗ… — Ҫук. Ҫук. Аллӑран кая илместӗп. Сирӗн пек капӑр тумланнӑ ҫынтан ку та сахал-ха. Ӑна ҫак сивӗ кӑмӑллӑ ҫынпа пӗрле ларма кичеммӗн пулса кайнӑ. Вӑл пур хӑпарать те хӑпарать, акӑ хайхи, манӑн хырӑм ҫине те ҫитсе пусрӗ… — Унта, Дико хӗл каҫакан ҫӗрте, ӑшӑнса тухӑпӑр, кӑштах ҫырткалама та пулать — терӗ Остен. Кайрӑмӑр… Вӑл пуҫӗ ҫине яланхи пек шурӑ тутӑр уртса тенкел ҫинче ларать; ун патӗнче сылтӑмран типсе ҫитмен хӗрлӗ те шурӑ роза ҫыххи выртать. Ҫак вӑхӑтра шыв шайӗ ӳсессинчен хӑрама Дик Сэндӑн пур сӑлтав та пурччӗ. Тепӗр темиҫе минутранах корвет путассинчен ҫӑлӑнма май пулмастчӗ. — А эсӗ кунта пӗрмаях ӗҫетӗн, теҫҫӗ… — ырламасӑр каланӑ Фома. — Эпӗ мистер Мориса, халь сире курнӑ пекех, лайӑхах курмарӑм пулӗ тетӗр-и вара? — Тӗрӗс, тӗрӗс, — ун хутне кӗчӗ Смион хаджи. Ҫапла кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Ушӑн планне пурӑнӑҫлама кирлисем пурте ҫителӗклӗ пулнине эпӗ лайӑхах куртӑм. Анчах лаши хӑвӑртрах хускалнипе пире те хӑвӑртрах силлетчӗ. Авалхи грексем тӗнчене пысӑк мар тесе шухӑшланӑ. Мӗн чухлӗ кӑна калаҫмастчӗҫ пуль пухусенче; ӑнлантарса парса ҫырнисем, вӑрттӑн та куҫкӗретӗн хирӗҫнисем мӗн чухлӗччӗ-ши! Мӑюнта пионер галстукӗ, анчах эс… путсӗр ача. Мӗнех ӗнтӗ? Эпӗ, тен, чӑнах та сирӗн сӑмаха итлӗп… Телескоп ҫӑлтӑрсене ҫывӑхарах «куҫарнине» пула ахаль куҫпа курӑнман ҫӑлтӑрсем те курӑнаҫҫӗ. Казаксем, ачам, ӗҫе пит тӗплӗ пӗлекен халӑх, вӗсем пирӗн хӑраххисем мар! Джемма хӑйӗн аллине кӗпи ҫумне шӑлса тӑрать. Симурден Говэна ҫапла каларӗ: — Ыран ҫар сучӗ пуҫтарӑнать. — Эх, ҫутӑ тинӗс! Эх, старши лейтенант юлташ! Ун ҫине шӑтарас пек пӑхса тӑраканскерсем, унпа мӗн калаҫмаллине те, унран мӗн ыйтмаллине те пӗлмерӗмӗр. Вӑл камне, мӗнпе вилнине никам та пӗлеймерӗ. Унта пырса пӑхрӑм та — куратӑп: пурӑнма пултараймастӑп эпӗ ун пек! — Эппин мӗншӗн шантарать-ха вӑл? Лешӗ, пуҫне пӗксе, аллисемпе сӗтел ҫине тӗреннӗ те, вӑкӑр майлӑн тӑрса, сӑмахлама пуҫланӑ: — Пӗтӗмӗшпех… Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ кун иртсен вӗсем хӑйсем кайма тухнӑ вырӑн патнех ҫывхарчӗҫ. Кунти вырӑнсене питӗ сахал пӗлеҫҫӗ-ха. Топографипе климатологи тӗлӗшӗнчен, этнографипе гипсометри ҫинче ӗҫлес тесен, кунта ӗҫ тупӑнать… Эсӗ Катьӑпа Энск хулине куҫса кайрӑн, — куратӑн-и, эпӗ пурне те, ху тахҫан маннине те, пӗлсе тӑратӑп вӗт. Ку ҫынсем хӑйсен ӗҫӗпе пур расчётсемпе нормӑсене те ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫӗ». Хмелькопа Костя, сигнала ӑнланса илсе, пытанмалли вырӑн шыраса ик еннелле ыткӑнчӗҫ. Юрӑра калаҫҫӗ: Питӗ йывӑр-ҫке, тӑванӑм, Пурӑнмашкӑн ют ҫӗрте! Шыв хӗррипе, ҫул тӑрӑх, пӑр катнӑ ҫӗрелле пӗр-пӗринчен кӑкарнӑ лавсем пынӑ. Эпир мачта тума юракан хырӑн пӑхӑр тӗслӗ вулли ҫумне сӗвенсе ларатпӑр; сывлӑша сӑмала шӑрши ҫапса лартнӑ, уйран лӑпкӑ ҫил вӗрет, шӑлансем силленеҫҫӗ; кукамай тӗксӗм аллипе курӑксем татать, мана вӑл чей курӑкӗпе, буквицӑпа, чӗкеҫ курӑкӗпе мӗнле чиртен эмеллемелли ҫинчен, упа саррин тата тусанлӑ плавдина курӑкӗн тӗлӗнмелле вӑй пурри ҫинчен каласа кӑтартать. Ку крепость хӑйӗн ҫӗр купаласа тунӑ ҫӗмрӗк хӳтӗлӗхпе тата ванчӑк стена юлашкийӗсемпе Днестр шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринченех курӑнать. Акӑ лаша пуҫне силлесе илчӗ, савӑнӑҫлӑн кӗҫенсе ячӗ. Хуравласамӑр мана чи малтанах: ун пирки калаҫнисемпе элекленисем кӑсӑклантараҫҫӗ-и сире хуть мӗн чухлӗ те пулин? — Мӗн ятлӑ ҫак эсӗ? «Мӗн тери хӑрарӗ пулӗ вӑл паян ҫӗрле! — тет вӑл: — ҫитменнине тата унашкал япала лӑпах эпӗ ҫук чух пулмалла». — Ҫук, ҫук… Унтан юратнӑ фарфор теттене — пӗчӗкҫеҫҫӗ мулкача е йытта — мамӑк тӗклӗ минтер кӗтессине хуратӑн та, ӑна унта выртма мӗн тери аван, ӑшӑ та канлӗ пулни ҫине пӑхса савӑнатӑн. Хам асапланса утнине утрӑм теме май килсен ҫавӑнталла утрӑм та эпӗ. Пирӗн тармалла. Кун каҫиччен пилӗк миль кайсан, каҫ пулса килнӗ ҫӗре, ҫулҫӳревҫӗсем камед йывӑҫҫисен вӑрманӗн хӗррине ҫитсе чарӑнчӗҫ. Труба ыйтать, сӑрнай хирӗҫ тавӑрса калать. Ельня патӗнчи чаплӑ ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче вӑл хӑйсен Ҫӗпӗр дивизийӗн составӗпе пӗрле вӑрҫа кӗнӗ (вӑл дивизирех унпа пӗрле унӑн икӗ ывӑлӗ тата кӗрӳшӗ пулнӑ), ҫавӑнпа вара, хӑй пӗлтернӗ пек каласан, ҫитмӗл нимӗҫ таран «шаккаса хума» ӗлкӗрнӗ. Анчах эпӗ, туртӑнса тӑракан каната сасартӑках касса ярсан, вӑл мана лаша тапнӑ пек ҫапса ӳкерессине вӑхӑтра туйса илтӗм. Пӗр-пӗр ҫутӑ ялтлатнине витӗр курасшӑн пулса, мӗнле те пулин шанчӑксӑр чӑштӑртатӑва илтмесӗр юласран хӑраса, вӗсем ҫав тери хытӑ тимлерӗҫ. Унтан эпӗ приказанисем паракан капитан Смоллеттӑн сассине илтрӗм. Мӗн пулчӗ-ха ӑна? — Калӑр-ха ӗнтӗ пире юлашкинчен, мӗнле шӑна ку? — чӑтаймарӗ Дик Сэнд. Тул ҫутӑлса ҫитсен ӑнлантӑмӑр: чӑнах та ҫапла иккен: ҫыран ҫумӗпе Огайон тӑрӑ шывӗ юхать, лере, варринерех, шыв пӑтранса каять — ку вӑл — таса мар шывлӑ ватӑ Миссисипи. Юханшыв варрине ҫитсен, чан ҫапни илтӗнчӗ; чарӑнса, хӑлхана тӑратрӑм: чан сасси шыв ҫинче начар илтӗнет пулин те, эпӗ шутлама пултартӑм — вунпӗр ҫапрӗ. Вӗсем пыракан сукмак ҫинче Мюльреди юнӗн йӗррисем халӗ те кайман-ха. Вӑл мӗн калани тӗрес мар тесе иккеленме пултараймастӑм эпӗ, — Ефимушка та, Петӗр те, Григорий те ырӑ сӑн-питлӗ старик хӑйсенчен ӑслӑрах, пурӑнӑҫри пур ӗҫсене те хӑйсенчен лайӑхрах пӗлсе тӑракан ҫын вырӑнне шутланине эпӗ пӗлсех тӑраттӑм. — Эпир килӗпӗр-ха, юлташсем! — тесе пӑлханса кӑшкӑрчӗ Серёжа. Кил карти тавра иккӗ ҫаврӑнатӑп та — пӳрте». Баратынский. Ӑраснах ҫав пушар хыҫҫӑн. Гвоздев тӗкӗр патӗнчен пӑрӑнса, урисене тата костылӗсене хӑвӑрт илсе пусакан Мересьев хыҫӗнчен пӑхрӗ. Калӑпӑр, ӑна тытас тесе хресченсем чукмарсемпе тухрӗҫ, анчах вӑл куҫ пӑвать те, вӗсене пӗр-пӗринпе тӳпелештерсе ярать. Ҫавӑн йышши нумай картинӑсем ӗмӗрлӗхех ман асӑмра тӑрса юлчӗҫ, час-часах вара ҫавсене пӑхса хӗрсе кайнипе эпӗ киле вӑхӑтра ҫитӗнместӗм. Вӑйӑ йӗркипе Том, Джек мӗнле сӑмах ҫырнине курас мар тесе, аллипе куҫне хупларӗ. — Ҫиес килет, — терӗ Артамонов; ӑна ответ памарӗҫ. — Пурне те паллӑ, Джон, эсӗ питӗ чаплӑ сӳпӗлтӗк, — тесе хирӗҫлерӗ ӑна Израэль. Ҫӗр чӑмӑр тетпӗр пулсан, ҫынсем те унта арбуз ҫинчи кӑткӑ пек вырнаҫнӑ. Тепӗр тесен, хам, паян шухӑшласа кӑларнӑ япала пуриншӗн те парне пулса тӑчӗ; эпӗ ҫакна пӗлтӗм: кашни автанӑнах хӑйӗн Испанийӗ пур иккен, ҫак Испани вӗсен тӗкӗ айне вырнаҫнӑ. — Шӑпах ҫапла. Тепӗр самантран эпир слободаран тухса яка ҫулпа вӗҫтертӗмӗр. Чул та ишӗлсе анма пуҫланине тепӗр чухне пӗчӗк чул катӑкӗ те чарса лартма пултарать, йывӑҫ турачӗ те пӗр-пӗр ишӗлсе анакан пысӑк чул ҫулне пӑрса яма пултарать. Епле пулса кайнӑ, шуйттан ачи! — тарӑхса каларӗ Яков Лукич. Ҫур ҫӗр ҫитеспе ҫапла хуторта пӑшал пенине илтетӗп: пӗрре винтовкӑран переҫҫӗ, унтан икӗ хутчен, хулленрех, пистолетран пулмалла, вара каллех — янравлӑ сассинчен винтовкӑран пени паллӑ. Ҫил карӑнтарчӗ те вӗсене, карап вырӑнтан хускалчӗ. Кӗҫӗр ху валли хӗр суйласа хур… ялавна ҫӗклекенне, — шӳтлерӗ Цанко. — Ак ҫак кантӑкран патша пек пӑхса ларӑн. — Пурте мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ… кичем, ансӑр, юхӑннӑ ҫынсем. Каҫ енне ҫил кӑшт вӑйланчӗ пулин те, «Пилигрим» ҫав парӑссемпех пыма пултарчӗ-ха. Халӗ куратӑп — вӑл Морис-мустангер. Вӑл хӑш чухне пире лашасем тӑратать. Сӑтӑрӑлнӑ ӑшлӑ, сарӑхса кайнӑ ҫак нанка ряса, ҫак кӗнекесен тыткаланӑран якалнӑ хура сӑран хупписем, пӑхӑр тӳмесемпе ҫаклатса хунӑскерсем, тӑприне тимлен шӑварнӑ тата ҫулҫисене ҫуса тасатнӑ ҫак тӗксӗм симӗс чечексем, уйрӑмах маятник пӗр тикӗссӗн шаккаса тӑни — мана ҫӗнӗ, халиччен эпӗ пӗлмен пурнӑҫ ҫинчен, пӗччен пурӑнни, кӗлтунисем, тӳлек те лӑпкӑ телей ҫинчен каларӗҫ… Тин ҫеҫ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн сиккипе таракан преступникӗн лаша йӗрӗ пулма пултарнӑ-ши вӑл? — Старик хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, калаҫӑва урӑххи ҫине куҫарса ячӗ. Вӑл час ҫиленекен ҫын, анчах ҫилли унӑн часах иртсе каять. Хӑюллӑхӗ те, тӗшмӗше ӗненесси те пур ун. — Кам пӗлет ӑна? Ҫивӗч те вӑр-вар ҫамрӑк брамрейӑн перчӗсем тӑрӑх чупса кайрӗ, брамселе хытарса тӑракан канат-сезньӑсене салтрӗ. Вӑл хӑранине ӑнланмалла. Анчах килте нихӑҫан та пӗр кунтан ытла пурӑнман; ют ҫӗре тухса кайсан, вӑл каллех «Ермолка» пулса тӑнӑ, ҫӗр ҫухрӑм таврашӗнче те ӑна пурте ҫак ятпа чӗннӗ, час-часах вӑл хӑй те хӑйне ҫапла чӗнкеленӗ. — Ӑҫтан курӑнать вӑл? — Енчен те эпӗ кунта пулмасан, — тетӗп, — ҫак шульӑксем сирӗн тӑван мар иккенне эпӗ ӗнентерме пултараймастӑп. Ҫук, кунта пулсан та, пурпӗр ӗнентерейместӗп. Хамӑр задачӑна ҫӑмӑллатас тесе, ята эпир пач та тӗкӗнмерӗмӗр, пӑрахса хӑвартӑмӑр. Маркиза тӗлӗнтерме ҫӑмӑл пулман, анчах хальхинче вӑл ҫав тери тӗлӗнсе кайнӑ: вӑл ҫакӑн пек пуласса кӗтмен. Василий кулса ячӗ. Ваҫили Андрейч те тата тумлана пуҫланӑ. Нимӗн те тума пулман. Миките те тӑнӑ, пур енчен ҫыртса пӗтернӗ сахӑр катӑкне каллех сахӑр хумалли ӑшне хунӑ, тарланса ларнӑ питне тумтир аркипе шӑлса илнӗ те хӑйӗн чаппанне тӑхӑнма кайнӑ. Ашшӗпе амӑшӗ тата Нелли тахҫанах Варшавӑна куҫнӑ, Сигизмунд Лещинский унта паллӑ вырӑн йышӑнса тӑрать. Аялта — Лабиринта кӗмелли… Гайнан ӑна, шӑлӗсене инҫетренех тараватлӑн та хавассӑн ейӗлтерсе хурса, картишӗнче кӗтсе илчӗ, Подпоручик ҫинчен пальттине хывнӑ май, вӑл вӗҫӗмсӗрех киленӗҫлӗн кулкаларӗ тата, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗр вырӑнта ташлакаласа тӑпартатрӗ. Лось тӳпене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ун тӑлпанчӑк ҫӳҫӗ ҫийӗн темиҫе ҫаврӑм тунӑ хыҫҫӑн канма анса лармӗ-ши вӑл каллех ҫӗр ҫине? Ҫак тӗлте хуҫа мана чарчӗ те, манран вӑл карапа кам туни ҫинчен, хамӑн тӑван ҫӗршыври гуигнгнмсем ҫав карапа мӗнле майпа тискер чӗрчунсене шанса пама пултарни ҫинчен ыйтрӗ. Юханшыв ҫинчен тӗтре мӑкӑрланса улӑхать, ҫил таврашӗ нимӗн те ҫук; йӗри-таврах карӑшсем ҫухӑрашаҫҫӗ; арман урапи патӗнчен шыв тумламӗсем сӑрхӑнса ӳкни шӑппӑн илтӗнет. Вӑл халӗ ӑҫта пурӑннине аса илем-ха. Татьяна Зайчик хӑйӗн хӑранӑ чухнехи пек янӑраса тухакан лӑпкӑ сассипе Аннушка хӑй ҫинчен пӗр пытармасӑр каласа пани ҫумне ҫакна хушса хучӗ: унӑн упӑшки, Харитон Иваныч, тата унпа пӗрле ултӑ партизан нимӗҫсем ҫамрӑксене Германие пуҫтарса кайма тытӑнсан яла килсе кӗнӗ те хӑйсен ирӗкӗпе чуралӑха каяссине хирӗҫ агитацилеме тытӑннӑ, анчах вӗсене нимӗҫсем шкул умӗнчи площадьре асаплантарса вӗлернӗ. — Кама? Унпа юнашар тӗкӗр ҫине пӑхса, эпӗ сарлака сӑмсаллӑ сӑн-пит куртӑм, пит ҫӑмарти тухарах тӑрать, ҫамки пысӑккӑнах кӑвакарса ларнӑ, — ҫавӑ ӗнтӗ «пит тӗлӗнмелле ача» пулать-и? Ӗлӗк те хальхин пекех пулнӑ. Ӑслӑ шухӑшланӑ, ҫавӑнпа лайӑх пулчӗ — кун пек паха та чее меслете никам та шыраса тупайрас ҫук! — Нимӗн те? Зоя юрласшӑн мар пулса кутӑнлашкаларӗ… «Эпӗ сан патӑнта тыткӑнра пурӑнатӑп, эпӗ санӑн тарҫу, — терӗ вӑл, — эсӗ мана ху мӗн хушнине тутарма пултаратӑн ӗнтӗ», — тесе каллех куҫҫуль тӑкма пуҫларӗ. Унта законсем ҫине пӑхса тӑмӗҫ, пӗр самантрах — ан сывла! Халех кайса каланӑ пултӑр! Кун пек шухӑшсене эпӗ унчченех те тӗл пулкаланӑ ӗнтӗ, анчах ҫав тери палӑрмалла хыттӑн каланине халь пуҫласа илтрӗм. — Хушӑран сана урамсенче тӗл пулаттӑм, — хапхасенчен кӗре-кӗре пытанса эпӗ сан хыҫҫӑн мӗлке пек ҫӳреттӗм. Ломбардец ӑна Калабри хресченӗсен чухӑн пурнӑҫӗ ҫинчен питех те хӗрӳллӗн каласа кӑтартнӑ, унӑн сӑмахӗсене вӑл янаххине аллипе тытса, куҫӗсемпе аялалла пӑхса, нимӗн чӗнмесӗр итлесе ларнӑ. Уйӑх ҫутатать. Дантон. Вӑл делегатсен юлашки ушкӑнне ирттерсе ярса, Аким патнелле утрӗ. Кюхельхен — вӑл темле ҫав тери пӗчӗк, мамӑклӑ, ачаш япала. Тата пурте сана хисеплеҫҫӗ… Иван Кузмича ирӗк парӑр эсир: унӑн ӗҫӗ вӑл. Мӗн тесен те ҫав кухьнӑна лайӑх тирпейленӗччӗ! Пӳскепе юмӑҫ пӑхни Ҫапла вара те виҫӗ уйӑх, те тӑваттӑ иртрӗ, хӗл те тахҫанах ларнӑ ӗнтӗ. Ӑна ӗнтӗ пӳртсем хӑйсен хисепсӗр нумай ҫутӑ куҫӗсемпе пурте хӑй ҫине пӑхнӑн туйӑнать. Тискерленсе, тӗссӗрленсе кайнӑ пушӑ уй-хирсем хушшинче, пушар ҫути пек, хӗрлӗ вӑрмансем лараҫҫӗ. Вӑл крыльца патне пычӗ. Фортри офицерсем, вырӑнти плантаторсем, тавар тӑратакансем тата авантюристсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри пыра-пыра кӗнӗ. Анчах, хам ӗмӗрлӗхех намӑс курмалӑх, эпӗ ӑнланманни уҫҫӑнах палӑра пуҫларӗ. — Картта ҫине ҫеҫ пӑхса илмелле: Халл капитан ӗнер унта хамӑр ӑҫта иккенне паллӑ турӗ. Малтанласа вӑл, хӑйне хисеплеттерме юратакан кӑмӑлпа, хӑнтӑрлатнӑ кӗпине тӑхӑнса пыратчӗ, тӗрлӗрен историсем кала-кала кӑтартатчӗ. — Ку ӗнте Николай Антоныч таврӑнман чухнеччӗ-ха. Ҫапла вӑл хӑйӗн тусӗ пупа качча тухни ҫинчен каласа пачӗ, пупӗ каярахпа пуйса кайнӑ та имӗш, чиркӳре амвон ҫине тухса тӑрса: «Граждансем, эпӗ тинех турӑ ҫуккине ӑнланса илтӗм», тенӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл мӗншӗн каласа пачӗ-ши, пӗлейместӗп, тен карчӑк ҫав пуппа Николай Антоныч хушшинче темле пӗрпеклӗх пур тесе шутлатчӗ пулӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра тутарсем ҫинчен никам та калаҫман-ха, сад хуҫисене организацилесси ҫинчен калаҫнӑ. — Пит аван! — терӗ фельдфебелӗ. — Манӑн хаклӑ тӑван ҫӗршывӑм Англи, — терӗм эпӗ, — чи пӗчӗк виҫепе хисеплесе шутласан та, тӗрлӗ апат-ҫимӗҫсене хӑйӗн халӑхне кирлинчен виҫӗ хут ытларах туса кӑларма пултарать. — Эпӗ нимӗн те ҫӗннине пӗлеймерӗм, анчах ку авантарах. Мерц, керц, смерц, — хӑрӑлтатарах хушса хучӗ вӑл пуҫне малалла чиксе, пӳрнисене саркаласа. Пурте тарма тытӑнаҫҫӗ, тиечук та, кадилине аяккалла ывӑтса, аллисемпе пуҫӗнчен хохол пек тытса тӑрать пек. Мӑкӑрланса, йӑлт та йӑлт ҫӳлелле сиккелерӗҫ лампӑсен вутлӑ чӗлхисем. Вӑл протезсем ҫинче тренировка тӑвать, — истребительнӑй авиацине таврӑнасшӑн. — Лаша хӑвалакансем ҫук, сӑлтавӗ ак ӑҫта, — терӗ пӑртак шӑпах тӑнӑ хыҫҫӑн хуторта Давыдовпа юнашар пурӑнакан нишлӗрех те лӑпкӑ Александр Нечаев. Эпӗ чӗлпӗре вӗҫертрӗм те ҫырма тӗнелле вӑркӑнтӑм, шӑпах, ҫапла туса, лашана ҫӑлса хӑвартӑм: вӑл сиксе те тухрӗ. Аялта пысӑк та тӗксӗм кӳлӗ, унӑн хӗррипе ларса тухнӑ хырсем лапсӑркка пуҫӗсене тайкаласа тӑраҫҫӗ. Каникул вӑхӑтӗнче вӗсем кашни ҫул ҫуранах киле таврӑннӑ, вӗсем лашапа ҫӳреме пултарайман, мӗншӗн тесен вӗсен лаша пулман-ха тaтa, ун чухнехи йӑла тӑрӑх, вӗренекен ҫамрӑксен юланутпа ҫӳреме те юраман. — Уттарас пулать ӗнтӗ, — терӗ кукка. Эсир пурте мана аяккалла, уйрӑм ҫӗре тӗртетӗр… Унччен авӑ, пӗрмаях е тырӑсем пулмастчӗҫ, е начар пулатчӗҫ, халӗ тата, ҫирӗм пӗрремӗш ҫултан пуҫласа, тырӑсем акӑш-макӑш йӑтӑнса пулма тытӑнчӗҫ! Тирек леш енче сӑртлӑх тӑрринчен тытӑнса ҫул патне ҫитиех тулӑ анисем сарнӑ кавир пек сарӑлса выртнӑ. Цимбал, председатель пулнӑ май, ҫынсене Паусов илсе килнӗ эрехе ӗҫтерет; пулӑ шаритлеҫҫӗ, тахӑшӗ пӗр вунӑ сухан ячӗ. Арӑмна кайса вӗрент, мана вӗрентмесен те юрӗ! Ӗҫ пур, ӗҫ. Пурте хатӗрленме тытӑнчӗҫ: хӗҫӗсемпе палашӗсем мӗнле каснине тӗрӗслерӗҫ, михӗсенчен тар сумккине тар ярса хучӗҫ, лавсене куҫара-куҫара лартрӗҫ е тӑрата-тӑрата хучӗҫ, лашасем суйласа илчӗҫ. Манӑн атте, Андрей Петрович Гринев, ҫамрӑк чухне Миних граф патӗнче службӑра пулнӑ, премьер-майор пулса 17… мӗш ҫулта оставкӑна тухнӑ. «Ӑҫта вӗҫет, мӗн шырать? Хӗвелтухӑҫӗ енчи галерейӑри лавӑра, сланецра, ҫӗркӑмрӑкӗнче эпир пӗр тумлам шыв та тупаймарӑмӑр. Вара, нумайччен курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗрнӗ-пӗри саламлас вырӑнне, ашшӗпе ывӑлӗ, пӗрре каялла чакса тата унталла-кунталла пӑхкаласа, тепре ҫӗнӗрен тапӑнса пырса, пӗр-пӗрине айӑк пӗрчинчен те, пилӗкрен те, кӑкӑртан та тӑхӑнтара-тӑхӑнтара яма пуҫларӗҫ. Ҫав сӑн хӑйӗн пӗртен-пӗр куҫӗпе ун ҫине пӑхать. — Ку чӑнах та юханшыв ҫывӑхра иккенне пӗлтерет. — Сире эпӗ ответлени кирлӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ чӗтрекен сасӑпа. Хальхинче совет влаҫӗнчен хӑпма май килмерӗ, тен, малашне ӗҫ тата шанчӑклӑраххӑн пуҫланса кайӗ!» Хӗвел пӑнчисем питӗ пысӑк, вӑрӑмӑшпе урлӑшӗ ҫӗр пин километра ҫитекеннисем тӗл пулаҫҫӗ. Пиччӗшӗ! Анчах вӑл, эпӗ ун ҫинчен малтанах каланӑччӗ, его величество ятарласа хушса янипе пынӑ. — Ҫӗрле ик сехетрен пуҫласа улттӑччен кам тӑчӗ. Ҫинчех эпир пӗр «мессерне» ҫапса ӳкертӗмӗр — вӑл ҫӑлӑнса тухасшӑнччӗ ҫеҫ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗрелле персе те анчӗ. Санин сӑмахӗсене пӑтраштарчӗ, такӑнчӗ, Марья Николаевна вара кресло хыҫӗ ҫине ерипен тайӑнчӗ, аллисене хӗреслесе хучӗ те ун ҫине ҫавӑн пекех тимлӗн, уҫҫӑн пӑхса ларчӗ. Нагульнов, ӑшӗнче вӑрттӑн мӑнкӑмӑлланса, ҫапла хуравларӗ: — Ҫук, калаҫмах пултараймастӑп-ха, ӑна хӑвӑртах вӗренсе ҫитме ҫук, ҫапах та кӑштах, ну, пӗр сӑмахпа каласан, пичетлесе ҫырнине ӑнланкалама пуҫларӑм. Ҫак учитель Кирила Петровича хӑйӗн илемлӗ пӗвӗпе, сӑн-сӑпачӗпе тата хӑйне хӑй мӑнкӑмӑлланмасӑр лайӑх тыткаланипе кӑмӑла килнӗ. Вӑл питне ҫӗклерӗ, Хур Кайӑк Ҫулӗн икӗ енӗпе те ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр ҫав тери хиврен йӑлтӑртататаь те ҫиҫкӗнет, — вӗсен вут-тӗлкӗшӗвӗ тӑрӑх ӗмӗрлӗх ҫилӗ чупа-чупа иртет тейӗн. Эпӗ ӑна хам тӳссе курнӑ, питӗ лайӑх пӗлетӗп! Эсӗ хӑвӑн пӗлӳне ӳстерес тесе кӗнеке вулама ларатӑн, арӑму ҫывӑрма выртать. Анчах шыв ҫаплах хӑпарчӗ. Ҫав хушӑра Лилипутирен Блефуску императорӗ патне ман ҫинчен нимӗн те ыйтса ҫырманни мана пит тӗлӗнтерчӗ. Анчах каярахпа мӗншӗн капла пулнине мана ӑнлантарса пачӗҫ. Эпе шӳт туса каланине капитан пит аван ӑнланчӗ те мана хирӗҫ акӑлчансен поговоркипе каларӗ: сан куҫу хырӑмунтан та пысӑк пулмалла, мӗншӗн тесен эсӗ кунӗпех типӗ тытнӑ пулин те, сан апат ытла аннинех курмарӑм, терӗ. Ун аллинче «Ларингофон» проводкиллӗ шлем тата темле ҫыхӑсемпе пӗчӗк хутаҫсем. Ҫул май эпӗ кашни чугун ҫул ҫинчех билетсӑр ҫӳреме юранине, Петька ҫав сӑмаха ӗненнипе ӗненменнине ыйтса пӗлме тӑрӑшрӑм. — Ятлаҫрӑмӑр… Вилес патне ҫити. Эпӗ ҫакна та пытарма пултараймастӑп: тӑван ҫӗршыва таврӑнсан, эпӗ Англи ҫынни пулнӑ пирки, мана нумайӑшӗсем хам ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫӗршывсем пирки пӗр-пӗр министра доклад ҫырса пама сӗнчӗҫ. Ну, каласа пар-ха, хӑвӑртрах… Эпир итлӗпӗр. — Пиҫме те пуҫланӑ ӗнтӗ… Революци йӗркелӗр, мана Марс комиссарне лартӑр, кирлӗ пулсан — персе пӑрахӑр мана. Ыттине ыран ҫырса пӗлтерӗп. Эпӗ чемодана, укҫана илтӗм те чӳречерен сикрӗм. Унта вӑл таянса ларса апатланчӗ, ыттисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхкаларӗ, тӑтӑшах тӗкӗр витӗр пӑхса ҫӳҫ кӑтрисене тӳрлеткелесе илчӗ. Вӗри чейне пӗчӗккӗн сыпа-сыпа илкелесе, Бородин генерал калама тытӑнчӗ: нимӗҫсем хӗссе лартнӑ ҫӗртен вӗҫерӗнсе тухнӑ хыҫҫӑн дивизи Вазуза хӗрринчен мӗнле чакса килни ҫинчен, чакнӑ май вӑл, кашни меллӗ рубежпах усӑ курса, пур ҫӗрте те тӑшманпа ҫапӑҫни ҫинчен, ӑна пысӑк сиен кӳрсе пыни ҫинчен калама тытӑнчӗ. Эсир мӗнле шухӑшлатӑр? Альтман та хушса хучӗ: — Эсир, мадам Александрин, кун ҫинчен тӗплӗнех пӗлместӗр пулас. Берсенев вара хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ те килнелле утрӗ. Ранчо ӑшӗнче ҫӳревҫӗсем пӗр тенкел, вӑкӑр тирӗнчен хатӗрленӗ вырӑн, пӗчӗк кӑна чугун, вертел тата мате пӗҫермелли пӗчӗк котелок тупрӗҫ. Кӗпер хывмалла пулать-и? Кашни сӑрт ҫинчех шӗвӗр те ҫара скаласем тухса тӑраҫҫӗ. — Ҫапла, мэм. Тӑхӑрҫӗр пилӗкмӗш ҫулта Варшавӑри мастерскойсенче забстовка комитетӗнче тӑнӑ, большевиксемпе пӗрле пынӑ. Эсир илтнӗ сӑмахсем пӗтӗмпех — суя, кулаксем каласа ҫӳрекен юмахсем», — тетӗп. Рада патне мӗншӗн пычӗ-ха эппин? Ҫакӑн пек чухне вӑл камран ун валли ҫыру илсе килме пултарать? Капитан Флинт ҫак йывӑҫсенчен хӑшне пысӑкки тесе ят панине, вырӑна ҫитсе компаспа шайласа ҫеҫ пӗлме пулать. Ӑна партирен кӑларса ҫапӗҫ те акӑ, ун чухне ҫӗр ӗҫлекен ҫынна епле хӗнемеллине пӗлӗ вара. Кӑмакине питех те вӑйлӑ хутса янӑччӗ, унта апат та пӗҫереҫҫӗ. Ярӑр!.. Анчах вӑл та мана яланах Инсаров ҫинчен кала-кала парать. Ку вырӑнсене пӗр-пӗр офицер пырас пулсан, унта уншӑн чӑн-чӑн савӑнӑҫ пулнӑ, офицер пур ҫинче пӗр-пӗр фрак тӑхӑннӑ ҫын мӗнле те пулин хӗре юратать пулсан, ку ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ вара ытах та начар пулнӑ. Анчах хурӑнсем хушшинче нӑрлатса вӗҫекен нӑрӑсене ку пӗртте кансӗрлемерӗ; вӑрманта этем сассипех, хурлӑха йыхӑрса, тӑмана ухлатрӗ; аялта лапам вырӑнта, тӗмӗсем хушшинче, кӑнтӑрла хӑрани иртсе кайнӑ май, шӑпчӑк юрлама тытӑнчӗ. Малтан вӑл хӑй юррине хӑюсӑр, сассине тӗрӗслесе пӑхнӑ пек е-инструмента ӗнернӗ пек ҫеҫ пуҫларӗ, унтан пӗтӗм вӑйӗпе шӑхӑрса, хӑй юррин кӗввипе ӑнтӑхса кайсах юрлама тытӑнчӗ. — Юрать! — терӗ Павел. Дворянӑн ҫырма хӗрринчи палан пек хӗп-хӗрлӗ юнӗ ҫӑлран тапса тухнӑ шыв евӗр ҫӳлелле сирпӗнчӗ, вӑл унӑн ылттӑнласа пӗтернӗ сарӑ сӑхманне йӑлтах хӗрле тӗспе пӗветрӗ. Вӑл унпа мӑшӑрланасшӑн пулнӑ иккен те, килӗшӗн-и манпа, килӗшмӗн-и, тесе пӗлме килнӗ ӗнтӗ вӑл. — Паллах, эсӗ маншӑн чи ҫывӑх ҫын, — терӗ вӑл арӑмне. Калас пулать, Кубаньри организацинче эпӗ чылай пысӑк вырӑн йышӑннӑ. Ганса кура эпир те нимӗн чӗнмесӗр утатпӑр. — Вӑл Бие пасарӗнче-и? — ыйтрӗ Негоро. Санин хӑй ӑшӗнче Полозова г-жа ҫапла тунишӗн хавасланчӗ те: мана тӗлӗнтерме, ман умра мухтанса илме шутларӗҫ пулсан, тен, имение хакланӑ чухне те турткалансах тӑмӗҫ-ха, терӗ вӑл. Унӑн хыҫӗнче ҫавӑн пекех арканнӑ, пӑсӑлса пӗтнӗ пурнӑҫ юлнӑ, малта, тӗтӗм пек курӑнакан пӗлӗтсем варринчи ҫемҫе шӑтӑкран вӑйсӑр хӗвел аран-аран ҫутаткаланӑ. Кукубенко ӑна пӑрахса хӑйӗн незамайковецӗсемпе тепӗр ушкӑналла кӗрсе кайрӗ. — Кашни утӑмрах хам кӗнекем валли ҫыркаласа хума тӳр килет. — Полярти манӑҫнӑ экспедици ҫинчен. Тӗттӗм пулса ҫитнӗ-ҫитменех килсе кӗчӗҫ… эпир аннепе иксӗмӗр шӑпах ӗне сӑваттӑмӑрччӗ ун чух. Тепӗр чух ҫӗр айӗнчи шӑтӑк хупписем уҫӑлнӑ; унта ларакансем ӑҫта та пулсан пемеҫҫӗ-и тесе итленӗ, пӑшал сассине илтнипе вӗсем ҫапӑҫу мӗнле пынине сӑнанӑ. Республиканецсем — пурте пӗр харӑс ушкӑнпа пенине, роялистсем — уйрӑммӑн-уйрӑммӑн пенине вӗсем лайӑх пӗлнӗ. — Огнянов-и? Вӑл хӑй ӗнерех тарса кайнӑ! Вӑл хӑрах аллипе алтарь решеткинчен тытса тӑрать. Ҫамрӑксем чӑнах та пирӗнтен ӑслӑрах пулмалла. Пуҫра тӗрлӗрен уҫӑлса ҫитеймен шухӑшсем ҫурала-ҫурала ҫухалнӑ; куҫӗ умӗнче хреснашшӗн кӗмӗл аркӑллӑ кукша пуҫӗ, авалхи турӑш сӑнарлӑ тӗксӗм пичӗ вӗлтлетсе тӑнӑ. Ӑратти ҫавӑн пек сирӗн, Логов ӑратти! Е мана сӑра ҫине эрех таврашӗ ярса параҫҫӗ? Ҫавӑн пирки вара Мориса ӑраснах та йывӑр килсе тӑчӗ; унӑн ывтӑнса каясран хӑрамалла пулчӗ. Эпӗ Бариновпа пӗрле ялсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, эпир пуян мужиксем патӗнче ӗҫлерӗмӗр, авӑн ҫапрӑмӑр, ҫӗрулми кӑлартӑмӑр, садсем тасатрӑмӑр. «Мӗнле лайӑх хӗрача, пысӑк та ӗнтӗ, хӗр пулнӑ, ӑсӗпе вара — ача. Кӗскен каласан — эпӗ темле йывӑр тӗтре ӑшӗнче ишсе ҫӳрерӗм. Командӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Эпӗ урӑхла тӑвӑп. — Вӑл пӗле-ет! Икӗ сехет иртсен, вӑл Базаров алӑкне шаккарӗ. Станцие ҫитсен, вӑл лашисене шӑварчӗ те амӑшне пӗр шанчӑксӑр сасӑпа:— Санӑн мана пӗр пилӗк пус парасчӑ, эпӗ ӗҫӗттӗмччӗ хуть! — терӗ. Ӑҫта танлаштӑр унпала арман чулӗсемпе, ураписемпе, ултурисемпе, шӑлӗсемпе шалтӑртатни! Тата иккӗшӗн те мӗнле хуҫалӑхсем вӗсен! Ҫапах та ҫак икӗ тус… Ҫак хыпара илтсен, мана аҫа ҫапнӑ пек пулчӗ! Сӑмса пуҫӗнче плюмажлӑ шлепке, ҫийӗнче ылтӑнласа ҫӗленӗ мундир пулнине лайӑхах асӑрхаса илнӗччӗ вӑл; анчах мӗнле шинельпе пулнине, карета мӗн тӗслине, лашисене, карета хыҫӗнче лакей пуррипе ҫуккине, пулнӑ пулсан та, вӑл мӗнле ливрей тӑхӑннине асӑрхамарӗ. Ахальтен мар ҫав: «Тумлам чула шӑтарать!» — теҫҫӗ. Лунзианӑра вӑл чи хаяр лашасем ҫине утланса ҫӳретчӗ. Нумай вӑхӑт кӑшкӑрсан вӑл, кӑшкӑрни ытларах пустуй пулнине курчӗ те, хӑй лавккине хирӗҫ ҫӗтӗк-ҫатӑк сутса тӑракан ҫынпа тӑраниччен калаҫрӗ, юлашкинчен, лавккинче ҫын пуррине астуса, каялла ҫаврӑнчӗ те шала кӗчӗ. — Кошкильды! Эп пӗлетӗп, — тавӑрчӗ Оленин, ӑна алӑ парса. Эпӗ унта кӗҫех выҫӑ вилеттӗм, ҫитменнине тата мана унта шыва путарма та тӑчӗҫ. — Ӗҫ тухмарӗ. — Сире ӑна ҫӗнтермешкӗн хӑвӑр шутланӑ пекех ҫӑмӑл пулас ҫук. Мана кичем кунта, — терӗ. Алексее вӗсене сӑнаса ларма кулӑшла, ҫав вӑхӑтрах кӑштах кичем те пулчӗ: вӗсем иккӗшӗ те ҫав тери ҫамрӑк пулнӑ, вӗсемпе танлаштарсан, вӑл хӑйне хӑй ватӑ, ывӑннӑ, нумай пурӑннӑ ҫын пек туйрӗ. Мӗн тери хитре вӑл ку мундирпе! Эсӗ ҫав тери лайӑх ҫын… ну, эпӗ каласа пама та пултараймастӑп… — Пӗр тумлам чухлӗ те, — тесе хучӗ Роберт. Иваницӑ карчӑк аптрасах ӳкрӗ. Хӗрарӑмсем ташша яхӑнне те хутшӑнасшӑн мар, вӗсем килӗсене леҫсе хӑварма ыйтаҫҫӗ, анчах Голуб шӑртланса кайрӗ. Ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ те вӑл, юр ҫинелле кӗрсе кайрӗ. — Ҫук… кайран; халӗ хӑвӑртрах щетка илсе килӗр. Халӗ унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинче ҫул ҫӳренӗ чух тӑхӑнмалли, тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗкӗ юхса тухнӑ кӗрӗк ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл ҫынсене чарса тӑратса хаяррӑн ыйтнӑ: — Ӑҫта каятӑн? Хӑйӗн кӑмӑлне мӗн каять — ҫавна вӑл пӗтӗмпех вӗренме пултарать, вара хӑй те пуян пулать… Атӑ кунчи ӑшӗнчен чӗн кантрапа ҫыхнӑ хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларнӑ та шухӑшлӑн чӑшӑлтатакан хӑва тӗми ҫине тимлесе пӑхнӑ, чӑнкӑрах ҫӗрте чӳхенсе ларакан ҫинҫе те яштака пӗр хӑва патне пынӑ. Ҫӗлен мана янахран сӑхса илсен — мӗне кирлӗ мана чап. Тӗрӗссипе каласан, пысӑк событи кунти ҫынсене тӳррӗмӗн пырса тӗкӗнмест пулсан та, вӗсем ҫав событие ҫывӑх пулнипех ӳсеҫҫӗ. Юманран тунӑ-и ӑна, хурӑнтан-и, ӗҫӗм ҫук манӑн, ҫапах, ырӑ ҫыннӑмсем, унӑн сакӑр чӳрече-ҫке! Сакӑр чӳрече йӗркипех! Хӗрарӑм стена ҫумӗнчен хӑпрӗ те сӗтел ҫинчи икӗ эрех стаканне, омлет илсе килнӗ турилккене тата пирус тӗпӗсемпе тултарнӑ пепельницӑна поднос ҫине пухрӗ. — Эсир халь те вӗсен вӑрттӑн шухӑшне пӗлнине каламасан вара, пӗтӗмпех пӗтрӗ. Ҫырасса та кӑшт ҫеҫ ҫыркалатӑп, чӑнах; саспа вулама пултараймастӑп; фортепьяно калама та, ӳкерчӗксем тума та, ҫӗлеме те, — нимӗн те пӗлместӗп! Никам тытса чарас ҫук малалла чупса, вӑл темле хыттӑн ҫухӑра-ҫухӑра вӗрнӗ: ахаль чухне вӑл киле тавӑрӑнакан мустангера саламласа, бархат пек ҫемҫен, илемлӗн вӗрнӗ, халь вӗрни ӗнтӗ пачах ҫакӑн пек пулман. Ку чи ӑслӑ та ырӑ ӗҫ пулӗ. Ӑнӑҫлӑх шыраса автор тинӗс тӑрӑх тухса каять. Салтаксем хӑвӑртах Андрее тӗрлӗ тумтир таврашӗ парса тултарчӗҫ. Вӑл хӑйӗн юлташне Дик Сэнда курасшӑн пулчӗ. Кардинал вӑрӑммӑн йынӑшса, кӑшкӑрса ячӗ, ун хыҫҫӑн халӑх хушшинче те хӑраса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ. Ҫапла вара, ҫак шухӑш ҫинче чарӑнса, вӑл хӑйне хаҫат экспедицине илсе кайма хушрӗ; лавӑҫа ҫул тӑршшӗпех «хӑвӑртрах, путсӗр! хӑвӑртрах, мошенник!» тесе чӑмӑрӗпе ҫурӑмран хӗнесе пычӗ. Тепӗр эрнерен хӗҫпӑшаллӑ Тарас хӑйпе пӗрле вӑрӑм сӑнӑ, хӗҫ, ҫул ҫинче апат пӗҫермелли чӳлмекпе кӗрпе, тар патронӗсем, лаша тӑллисем тата ытти япаласем те илчӗ те, йӗнерӗ ҫумне ҫул ҫинче тыткалакан баклагӑна ҫыхса лартса юланутпа Умань хулине пырса кӗчӗ. Лаша епле? Вӑл аван актер пулнӑ, ҫавӑнпа та общество хушшинче ҫитӗнӳсем тумашкӑн савӑнӑҫлӑн курӑнни кирлӗ тесе шутланӑ. Унтан вӑл тӗлӗк курма пуҫларӗ, каллех дуэльре ҫапӑҫать пек, ӑна хирӗҫ Клюбер г-н тӑрать, чӑрӑш ҫинче попугай ларать, ҫав попугай — Панталеоне вара, сӑмсипе шаклаттарса: «пӗрре, пӗрре — пӗрре! пӗрре-пӗрре-пӗрре!» тесе кӑшкӑрать. — Ирӗкпе пӗтет этем, хӗвел ҫине тухнӑ ҫӗр хурчӗ пек пӗтет… Унта, трубаран тухакан юрӑ ҫеммине итленӗ май, эрех сыпатӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн вара эпӗ хамӑн Давыдова талӑк та кӗтме пултаратӑп. Хуҫа сурӑх ашӗ лартнӑ жаровньӑна илсе килчӗ, сӗтел ҫине апат лартма тытӑнчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл вӑтӑртан иртсе пырать… Ҫула майӑн вӑл, урисене хӑвӑрттӑн йӑкӑш-йӑкӑш шуҫтарчӗ, лара-лара илчӗ, кӗлеткине шайлаштара-шайлаштара тӳрӗлетрӗ, темле хаваслӑ балет ташши валли па хатӗрленӗ евӗр, усӑннӑ аллисене сулкаларӗ. Вӑл туземецсен ҫулпуҫӗсенчен шлюпкӑна каялла тавӑрса пама ыйтни те харамах пулнӑ, вара хӑй мӗн тӑвас тенине тӑвайман енне туземецсен ялне вут тивертсе янӑ. Лётчик ҫав тери хыттӑн хирӗҫлерӗ, бинтсене ҫурса тӑкма пулчӗ, ҫавӑнпа та полковник аллипе сулчӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса, шӑл витӗр:— Юрӗ, ан тивӗр, кунтах пултӑр, — терӗ. Пӳрт умӗнче Егорушка хура пар лаша кӳлнӗ чаплӑ кӳме курчӗ. Пӳрте илсе кӗнӗшӗн ырӑ сунса тав турӑм эпӗ ӑна, ятне калама ыйтрӑм. Пӑх-ха карттӑ ҫине. — Атьӑр, эпӗ сире ӑсатса ярам. — Ҫапла-и?.. Тӑр кӑнтӑр тӗлӗнче, Маякин калашле, вӗсем «вырӑсла апат» тунӑ. Кунта нимпе пурӑнмалли те юлмасть». — Сирӗн хӑйӗнчен ыйтса пӗлмеллеччӗ, Нина Капитоновна. — Сирӗн чӗлхӗрпе турӑ хӑй калаҫать. Генри Клейӑн «Тухса каланисене», Ганн тухтӑрӑн «Килте сиплемелли кӗнекине» куртӑм. Килте кам та пулин чирлесен е вилсен мӗн тумаллине ҫав кӗнекере йӑлт каланӑ. Сукмак тӑрӑх анаталла, ӑнланмалла мар кӑшкӑркаласа, аллисене сулкаласа, куҫса ҫӳрекен труппӑна чӗрӗк сехет паҫӑртарах дачӑран хӑвалакан леш кӗрен кӗпеллӗ тӗксӗм дворник анать. Кам сана кунта ларакан мӗнпур ҫынсен ячӗпе калаҫма полномочи панӑ-ха? — тарӑхнипе сассине чӗтрентерсе ыйтрӗ Половцев. Эпир, шӑрӑхпа пусӑрӑннӑскерсем, нимӗн хускалмасӑр ларатпӑр. Израиль пуҫланса кайни 480 ҫул иртсен, хӑй тӑваттӑмӗш ҫул патшара ларнӑ чух, Зиф уйӑхӗнче, Мориа тӑвӗ ҫинче туррӑн аслӑ храмне те Иерусалимре пысӑк кермен тутарма шут тытнӑ Соломон. — Мӗнле апла? Тепӗр чӗрӗк сехетрен эпӗ кадетпа, Зинаидӑпа пӗрле пӗр-пӗрне хӑваласа тытмалла чупма тытӑнтӑм; ӗнтӗ тек макӑрмарӑм, тӑртаннӑ куҫ хупаххисенчен куҫҫулӗ тумлатчӗ пулин те, ахӑлтатса култӑм; ман мӑйӑмра, галстук вырӑнне, Зинаида ленти. — Эпӗ сирӗн патӑра пӗр пысӑк мар ӗҫ пирки канашласа пӑхма килтӗм, юрать пулсан — вӑрттӑн калаҫма килтӗм. Профессор лётчике одеялпа ерипен витсе хучӗ те ординатора кӑмӑлсӑр сасӑпа мӑкӑртатса пӳлчӗ: — Мӗншӗн кунта выртаҫҫӗ? Тетка аҫа кушак ҫинче тапӑртатнӑ, чемодан стенкисене чӑрмаланӑ, хӑранипе тата пӗр сасӑ та кӑларма пултарайман, чемоданӗ хумсем ҫинчи пек выляннӑ тата чӗтреннӗ… Тепӗр енчен, эпир хамӑр та кӑштах йӑнӑш турӑмӑр ҫав… — Питӗ аван, майор, — тесе ячӗ ученый, — урӑх ҫав карабинпа сире тилӗсене персе ӳкерме тӗл килмӗ, ӑна манран ыйтса илсен ҫеҫ пулма пултарӗ, эпӗ, паллах, уншӑн питӗ хавас. Тин ҫеҫ чӑмӑртаннӑ ҫӗн уйӑх ҫаврашки самантрах горизонт хыҫӗнче пытанчӗ. — Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн! Вӑл ҫав ҫынна тус тесе шутланӑ, хӑй пит пытарса усракан япаласене те ӑна шанса калама юрать тенӗ. Ӑнлантӑн-и? Ӑнлантӑн-и? Артур питне шывпа сирпӗтсен аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ. Ушкӑнри ҫынсен пысӑк мар пит-куҫлӑ пуҫӗсем хушшипе мясникӑн мӑнтӑр пит-куҫӗ курӑнать, вӑл мӗн пулса иртнине ӗҫе лайӑх пӗлекен ҫын пек пӑхса тӑрать, ҫав хушӑрах кӗске сӑмахсемпе хӗҫпӑшал мастерӗпе калаҫать, хӑй вӑл ӑна праҫник кунӗ унпа пӗр шинкӑра ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗрен кум тесе чӗнет. «Мана та илсе каймаллаччӗ вӗсен», — шухӑшларӗ амӑшӗ. Мӗншӗнне каласа патӑм. Халӑх суккӑр тетӗн-им? — Вӑл мана эсир… эсир хӑвӑрӑн ку таранхи шухӑшӑра кӗтмен ҫӗртен улӑштарни… ҫинчен каларӗ. Хӑшне-пӗрне стена ҫумне те тӑратӑпӑр, — тесе кӑшкӑра пуҫларӗ. Том проповедьри страницӑсене шутласа тухрӗ. Унта миҫе страница пулнине чиркӳрен тухсан яланах тӗп-тӗрӗс калама пултарнӑ Том, анчах проповечӗ унӑн хӑлхине нимӗн чухлӗ те кӗмен. — Малта — шывсикки! Николай Антоныч мана: эпӗ шкула кӗнӗ чух пулас скульптор пулӑн тесе кӗртнине те асӑнтарчӗ. — Урӑхла тума юрамасть, Гаврила Антоныч, юрамасть; сана турӑ умӗнче каланӑ пекех калатӑп, юрамасть. Каллех вара Серёжа чылайччен агитпроп вагонне ҫӳреми пулчӗ. — Вӑл шлепкине тата мантилйине тӑхӑнчӗ. — Ыйтать-ха тата! Пысӑк ҫуртри салху шӑплӑх чурасен кӑмӑл-шухӑшне те пусарса тӑнӑ. — Юрать, — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл. Вӑл хупахран таврӑнакан матрос пулнӑ пулмалла. Куҫӗсем ялкӑшса тӑратчӗҫ, сухалӗ хуп-хура та яп-якаччӗ унӑн. Паян пирӗн кун, ӑна пиртен никам та туртса илеймест… … Хлебников, курпунланса тӗршӗннӗскер, юнашар тӑратчӗ; офицер ҫине вӑл тӑмпайла пӑхнӑччӗ те алли тӳрчӗпе сӑмсине шӑлатчӗ. Вӗсем пӗрре те урмӑшса курӑннипе аташман пулнӑ. Шубин, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, темиҫе хутчен сиккелесе илчӗ, пӑшӑлтатса ҫеҫ: «тӑхтӑр-ха» терӗ те, хӑй пӳлӗмне чупса кайса, пӗр татӑк тӑм йӑтса килчӗ, унтан, пуҫне сулкаласа, мӑкӑртатса тата кулкаласа, Зоя кӗлеткине йӑвалама тытӑнчӗ. — Тепӗр хут калатӑп, Дантон, вӑл шалта. Унӑн чӗркуҫҫийӗсем те ури тупанӗсем пекех ашланса кайрӗҫ, вӑл вӗсене кӗпе татӑкӗсемпе ҫыха-ҫыха сиплесе пычӗ пулин те, ун хыҫӗнчи чулсемпе мӑк ҫинче ҫӗлен евӗр авкаланса пыракан юнлӑ йӗр выртса юла пуҫларӗ. Хулана ҫӗнӗ стенапа ҫавӑрса ҫирӗплетеҫҫӗ, унта ҫӗр хапха тӑваҫҫӗ те вӗсене ылтӑн питлӗхсемпе сӑраҫҫӗ. Пурте ман куҫӑмра нихҫан пулман усал йӑлӑ йӗрӗсем шыранӑ; ҫавсем пур пулӗ тесе те шутланӑ, пыра киле вӗсем пула та пуҫланӑ. Унтан, аллине Яков хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, офицер ҫапла каларӗ: — Акӑ мӗн: эсир мана ҫак пӗтӗм ӗҫ пирӗн хушӑмӑрта юлать тесе чӑн сӑмах парӑр. — Ҫапла ҫав, уҫӑ кӑмӑллӑ! — тӑрӑхларах кулса килӗшрӗ Алексей. Ҫакна май унӑн пуҫне сисмен хутранах кӳренмелле шухӑш пырса кӗнӗ: курпун унпа юри кӑмӑллӑ пулнӑ пек, упӑшки ӑна Натальйӑпа Алексей хыҫҫӑн сыхлама хушнӑ пек туйӑннӑ. Хапха патӗнче шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн карчӑк пӳрте кӗчӗ те ҫийӗнчех ӗҫе пикенчӗ. Кӑнтӑрла вӑл, хӑрушла пушанса юлнӑ картишне, арӑмӗн хурлӑхлӑ куҫӗсене курас марччӗ тесе, хӑвӑртрах килтен тухса кайма тӑрӑшать. Хӑш чухне ӑна хӗрӗн куҫӗсем ун ҫинелле тинкернӗ пек туйӑнчӗ, вара вӑл, ҫав куҫсен йӑлтӑрккипе тӗл пулсан, ирӗксӗрех калаҫма чарӑнса хӗр ҫине пӑхса ларчӗ. Анчах, ҫапах та, негрсен юнӗнче аслӑ-хӑватлӑ иртнӗлӗхӗн ас тӑвӑмӗ юхма-куҫма чарӑнман. Чул урайне ӳкнӗ металл чӑнкӑртатса кайрӗ. Унтан атте патне ак ҫак телеграммӑна яр. Пирӗн тата Кама, Иртыш, Обь юханшывӗсем ҫинче станцисем лартнӑ, тӗнчере чи пысӑк станцисем Ангарапа Енисей юханшывӗсем ҫинче лартаҫҫӗ. 1965 ҫулта, Совет ҫыннисем ҫичӗ ҫуллӑх плана пурнӑҫланӑ тӗле, пирӗн ҫӗршыври кашни ҫыншӑнах — кӑкӑр ачисенчен пуҫласа ваттисем таранах — ҫын ӗҫӗсене ҫӑмӑллатса, механика работникӗсем вуншарӑн тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Хӗвел ҫинче вутлӑ ҫил-тӑвӑл пӗр чарӑнмасӑр кӗрлесе тӑрать; ун умӗнче ҫӗр ҫинчи чи хаяр ҫил-тӑвӑл та пӗчӗк ача сывланӑ пек кӑна туйӑнать. Вӗсем мӗнре сыхланаҫҫӗ… Кураксем ҫиле хирӗҫ аякпа тӑнӑ; ҫил вӗсен тӗкӗсене арпаштарнӑ, ураран ӳкернӗ, вара вӗсем, ҫил вӑйне парӑнса, ҫуначӗсене кахаллӑн сулкаласа, ҫӗнӗ вырӑналла вӗҫеҫҫӗ. — Вунтӑватӑ су сана куншӑн. Вӑл хула патне пӗр сас-чӗвӗсӗр ҫывхарчӗ те часовойсене тытса илсе, хӑй отрячӗпе аслӑ урамӑн пӗр вӗҫне йышӑнчӗ. Анчах вӑл тем ҫӳллӗш Ҫӗнӗ Тӗнче картламӗн умӗнчи сӑрчӗсем кӑна-ха. Питӗ лайӑх ҫын та, ӗҫет ҫав». Вӑл ҫав-ҫавах сехечӗ-сехечӗпе чӗлӗм мӑкӑрлантарса ларнӑ, анчах унӑн куҫӗсенче халь чунӗ ҫав тери касӑлса асапланни мар, тимлесех тем сӑнакан ҫыннӑн тарӑн шухӑшӗ палӑрнӑ. Таҫтан инҫетрен: «Астӑвӑр, часах ан ӳкӗр! Анчах шатраллӑ пулсан та, сасси ҫав тери ирсӗр пулсан та, мӗн тӑвас тен, пирӗн анне ӑна пурпӗрех кӑмӑллатчӗ — юратмасан мӗншӗн кунсеренех пирӗн пата ҫӳретер-ха вӑл? Малти линире кӗмсӗртетнӗ сасӑ ҫаплах-ха лӑпланмасть. Нихҫан та Люба унпа ҫакӑн пек калаҫман пулнӑ. — О! — тесе янӑ Уг-Глук. — А! — тенӗ Клош-Кван та. — Эпӗ сире тӗрӗссине каларӑм. Унтан сасартӑк сӗнчӗ мана: — Эсӗ вӑйлӑ пулас, атя-ха патакпа туртӑшса пӑхар? — Мӗн тӑватӑн эсӗ манпала! — куҫне хупса, аран калать Суламифь. — Мӗн тӑватӑн эсӗ манпа! — Мӗн тӑватӑр эсир вӗсемпе? Вӗренӳ пӗтнӗ. Ҫак брошюрӑна вуланӑ май, эпӗ Нансен ҫул ҫӳрени ҫине капитан паллӑ туса тухнисене, унӑн 1911 ҫулхи ҫурҫӗр полюсне кайма тухнӑ экспедици ҫинчен ҫырнӑ докладной ҫыруне аса илтӗм. Вӑл маншӑн чи малтанхи хут хӑюллӑ моряк ҫеҫ мар, тӗлӗнмелле ӑслӑ-пуҫлӑ, пурнӑҫра малта пыракан, пуласлӑха курма пултаракан ҫын пек курӑнчӗ. — Мана ирттерсе ярасчӗ сирӗн? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Курасчӗ сан, сӑн-пичӗсем мӗнле хӑрушшине: аҫа ҫаптӑр та пире, ҫуралнӑ, шыва кӗртсе ят та хунӑ пире — анчах ҫак тарана ҫитсе ун пек ирсӗр сӑн-пит курман вара. Тем ҫылӑх курас пулӗ, пан голова! — Ҫапла, эпӗ каятӑп, — тере индеец. Эпӗ мӗн ыйтнисене хирӗҫ Мьюноди кӗскен те тытӑнса каласа пачӗ. Фома, унталла пӑхса илнӗ, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ. Пуҫласа ҫапни Тӑсланкӑ Джонран тарнипе кӑмӑлланса эпӗ савӑнса кайрӑм, унтан хам палламан вырӑна юратса пӑхма тытӑнтӑм. Вӑл вӗсене хӑйсем пиратсем пулнине вӑхӑтлӑха манма хушрӗ те индеецсем пулса пӑхма сӗнчӗ. Эпӗ уйрӑм ҫынсене питленӗ вырӑнсене кӑларса чи кирлӗ, тӗп пайне ҫеҫ хӑварсан, комитет ку памфлета пичетлес тӗлӗшпе хӑй ҫине ответлӑх илме пултараймастӑп тейӗ, эпӗ тӗрӗслӗхе пӗр енне хӑварса, пӗтӗм хаярлӑхпа партин уйрӑм тӑшманӗсене пырса ҫапсан, комитет ман произведение калама ҫук мухтаса ырлӗ, анчах эпир сирӗнпе ӑна пичетлеме кирлӗ мар, тесе шутлатпӑр. Ҫул ҫинче кайнӑ чухне пӗчӗкҫӗ ҫуртсем, йывӑҫсем, выльӑхсем, ҫынсем ҫине пӑхса пынипе мана час-часах Лилипутири пекех туйӑнатчӗ. Мӑнукӑм качча кайнӑ чухне ӑна парнелесе пама тесен кӑна. — Мӗн тума сана ирӗклӗх? — Ҫапла, ывӑлӑм! Питӗ тӗлӗнмелле-ҫке: хӑв чи ырӑ этемсем хушшинче чи илемлӗскер тесе шутлакан юратнӑ ҫынтан хӑратӑн, ҫав вӑхӑтрах тата ху шутсӑрах курайман ҫынтан пӗртте хӑрамастӑн, унӑн пӗтӗм хытӑ чӗрине тата усал чеелӗхне пӗлсе тӑран пулин те. Кайран ку урам нумайччен ун асӗнчен кайман. Анчах, Ипполит Сидорыч, эпӗ санран ыйтасшӑнччӗ… Сасӑсем тулта ҫеҫ илтӗннӗ. — Пӗлетӗп! Эпӗ — Андрей!.. Вандея дружини Доле ҫитсе кӗрсенех, малтан каларӑмӑр ӗнтӗ, хула тӑрӑх ӑҫта килчӗ унта сапаланса пӗтнӗ. — Сывлӑх сунатӑп, граждансем! Хам пӗтсе пынин пӗрремӗш пайӗнче ҫапах та хайне майлӑ уйрӑмлӑх, чуна тивекен япала пурах вара. Йӗкӗте хӗрхенчӗ вӑл, ҫамрӑк ҫын ӑна кирлӗ те пулчӗ. Трактирте те, фабрикӑра та никам палламан ҫӗнӗ ҫынсене асӑрхаҫҫӗ. Тепӗр сехет иртсен, Давыдов сводка ҫине алӑ пуснӑ чухне, телейлӗ ача ашшӗ Михей Кузнецов ҫитсе кӗчӗ те, тӳрех Давыдова ыталаса илсе, тулли кӑмӑлпа, хыпаланса калаҫма пуҫларӗ: — Христос ҫӑлтӑрах сана, председателӗмӗр! Ыйтрӗ те — унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, шӑмшакӗ туртӑнса хытнӑ пек пулчӗҫ. Пӑхатӑн та, вӑл каллех кунта, каллех пӗр-пӗр хӳме патӗнче чӳлмек айне вӑрттӑн турпас чикет. — Тепри тата? — лӑпкӑн ыйтрӗ креолка. Епле тӗлӗнмелле пулсан та, шалти шав тул енче илтӗнменпе пӗрех. Темӗнле Сизиф ӗҫӗ пек туйӑнатчӗ вӑл. Ӗмӗтсӗр шуйттан! — тесе ответленӗ. Аяккинчен лекнӗ ӑна. — Ку мӗн, ҫивчӗ сӑмах-и? — терӗ те ыйтнӑ пек Павел Петрович, аяккалла пӑрӑнчӗ. Вӑл хӑш чухне, Базаров опыт тунӑ чухне, ун патне пыма ирӗк ыйткаланӑ. Пӗрре вӑл ҫутӑ инфузори симӗс тусан пӗрчине ҫӑтнине, ӑна тӑрӑшсах пырӗнчи хӑвӑрт ҫаврӑнакан чӑмӑрккасемпе чӑмланине курма — духи сапнӑ, питӗ лайӑх япаласемпе тасатнӑ питне те микроскоп патнех илсе пынӑ. Лутра тӗмсем ҫинче, «чӑтлӑхра», каснӑ вырӑнсенче те час-часах пӗчӗк кӑвак кайӑксем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем унта та кунта пӗр йывӑҫ ҫинчен тепӗр йывӑҫ ҫине шӑхӑркаласа куҫаҫҫӗ, вӗҫсе пынӑ ҫӗртех, кӗтмен хушӑрах, таҫта чӑмса ҫухалаҫҫӗ. Вӗсем кунта сиккелеме те хӑяймарӗҫ, хӑйсен япалисем патӗнчен пӑрӑнма та хӑрарӗҫ. Ҫӗрпе Меркурий Хӗвелтен пӗр енче тӑнӑ чухне пире Меркурий ҫутатмасть, ҫав вӑхӑтра вӑл пире пачах курӑнмасть. Владимир яра куна кунӗпех тӗрлӗ ҫӗре ҫӳресе ирттернӗ. Эпӗ ӑна тытса чарма, хӑтарма пултармаллаччӗ!» Анчах вӗсем, хӑйсен йышӗнчи ытти пӗчӗк планетӑсемпе танлаштарсан, пысӑках иккен-ха. Вӗтӗ планетӑсем вара унта пит йышлӑ. Ҫыранӑн сӗвек вырӑнӗсенче унччен ял пулнӑ вырӑнсем те тӗл пулчӗҫ. Старик вара хӑйӗн шлепкине хресченсем евӗр — кокардӑсӑр, тӑхӑнса янӑ. — Миҫе вӑкӑр ытларах? — Ӑна тумаллах, — терӗ пичче, — анчах эпӗ каярах юлтӑм, ытти ученӑйсем кунта килсе кайнӑ пулас ӗнтӗ. Кунта интереслӗ япала нимех те ҫукчӗ; анчах кӑтартаканни мана питӗ сӑпайлӑн ӑсатса ячӗ, вара алӑк патӗнче тӑракан ҫынсене ман ҫине кӑтартрӗ те: «Ыйтӑр-ха господинран, пӑхма аван-и, аван мар-и? Вӑл мӗн пирки ҫапла пулнин сӑлтавне пӗлесшӗн пулнӑ. Малтанах кӗтсе тӑма йывӑрччӗ, хӑрушӑччӗ те. Ҫук, килти ӑпӑр-тапӑрпа ниҫта та тапранмалли ҫук пирӗн. Эпир вуннӑн кунта. Ун пек ҫынсене вӑл сахал курнӑ, вӗсем пуррине те манса кайнӑччӗ, темелле. — Ҫавах вӗсем камӑн та пулин-ҫке, тӗрӗс-и? Хура чурасене ӗҫе тухма вӑратакан чан сасси чурасен хуҫисене те вӑратать. — Сире вӑл кирлӗ-и? — ыйтрӗ Базаров. Рабочисене фабрикӑсенче те, пур ҫӗрте те епле хӗсни ҫинчен илтнӗ эпӗ, ӑна хам та пӗлетӗп, анчах та куна мӗн пӗчӗкренех хӑнӑхатӑн та, чӗрене вӑл питех тивмест. Унӑн сасси чӗтренсе тухрӗ, ара вӑл ӑна кун пек чӗннине никам та пӗлмен-ҫке-ха. Ҫакӑ ӗнтӗ эпӗ унӑн сӑмахӗсене тӗрӗс каланине пӗлтерсе тӑчӗ. Кун пек ырӑ кунсем ҫанталӑк нумайччен улшӑнмасӑр уяр тӑнӑ чух ҫеҫ пулаҫҫӗ. Эсӗ пур, суйса-улталаса ватӑ Джим пуҫне минрететӗн! Эпӗ перона хутӑм та, хӗҫ илсе ун патне тухрӑм. — Ирӗк парсамӑр, эпӗ хамах тӑвӑп, — ответлерӗ Николай, ахӑртнех, тӗлӗнсе тата эпӗ тӑрӑшнипе кӑмӑлсӑрланса, — пӑтраштарса ярас мар, унта вӗт, чӑланта, ман вӗсем номерсемпе. — Вӗсем хӗрсемпе ҫакӑн пек тӑваҫҫӗ: урайне супӑньпе шӑлтараҫҫӗ, ҫаппа-ҫарамас хӗре тӑватӑ ура ҫине — алли-урисемпе тарелкӑсем ҫине тӑратаҫҫӗ те, ӑна хыҫалтан тӗкеҫҫӗ — урай тӑрӑх инҫе каять-и вӑл? Манӑн ҫӳҫсем вирелле тӑчӗҫ, пуҫӑм ӳсӗр ҫыннӑнни пекех ҫавӑрӑнса кайрӗ, хам пӗтӗм йывӑрлӑхӑмпа шӑтӑкалла вӑркӑнса кайнӑ пекех туйӑнчӗ. — Паян ман пата Зейфер килсе кайрӗ; ӗнер 5-мӗш бастиона куҫнӑ, терӗ вӑл. Ҫавна пӗр ҫын ҫеҫ курнӑ пулсан, унтан мӑшкӑласа кулӗччӗҫ тата ухмаха тухнӑ тесе калӗччӗҫ. — Ку вӑл мӑлатукпа шаккасси мар ҫав. Вара шуррисен ҫарӗ пӗтӗмпех, ала витӗр юхакан ҫӑнӑх пек, пӗчӗк хулан тӑкӑрлӑкӗсем тӑрӑх ҫил-тӑвӑл хӑвалакан пӗлӗт хӑвӑртлӑхӗпе хирелле чупрӗ. Анчах та эпӗ пурпӗрех хӑраса ӳкмерӗм, вунпӗрте чухне анне ӗнсипе тӑранса пурӑнмарӑм. Ну, апла пулсан, манран мирлешессе ан кӗт. Пусма вӗҫне ҫитсен, вӑл ҫирӗплӗхне ҫухатрӗ те сулӑнса кайрӗ, анчах юлашки пускӑчран икӗ аллине те ярса илсе, каллех тӳреленсе тӑчӗ, пусма тавра ҫаврӑнса ҫитсен, вӑл Рене-Жанпа Гро-Ален ҫине пӑхса илчӗ те кулса ячӗ. Вӑл пуҫӗнчи лучӑрканнӑ тутрине айккинелле сирсе хурса калаҫма пуҫласан, унӑн нумай пулмасть кӑна аран илтӗнмелле тухакан сасси ҫирӗппӗн янрама пуҫларӗ: — Эсӗ мӗн, ват тунката, эпӗ сана какай янӑ купӑста яшки ҫитерессе кӗтетӗн-и? Ҫакӑн ҫинчен Широкогоров колхоза ҫитсен тепӗр чӗрӗк минутранах, Городцовӑн ялӑн тури вӗҫӗнче команднӑй пункт пек ларакан ҫурчӗн лаптӑк ҫӗр ҫивиттийӗ ҫинче ларнӑ чух, пӗлчӗ. — Тепӗр ывӑлӑра та ан манӑрччӗ, — терӗм эпӗ ун аллине чуптума пырса, ҫав вӑхӑтра хамӑн сӑна та, сасса та ирӗксӗрех Володьӑнни пек тума тӑрӑшрӑм. Эпӗ ак мӗншӗн калатӑп: ҫавӑн пек, юлташусемсӗр тӑрса юлӑн та, аса илмеллисем те, калаҫмаллисем те пулмӗҫ. Чӗлхесӗр-хӑлхасӑр ҫын пек пурӑнӑн вара. — Хуҫа хӑй… — Эпир ак, мӗскӗнсем, ухмаха тӑрса юлтӑмӑр… — Пит аван, — тӗттӗмре палӑрмалла мар кулкаласа илчӗ Озеров. Вун пӗр сехетсенче, кӗске те йывӑр ыйхӑран вӑрансан, ыйтмасӑр тухса кайнӑшӑн Половцев Лятьевские хытӑ ятласшӑнччӗ, анчах вӑрҫас вырӑнне вӑл ҫапла каларӗ: — Витрери шыва улӑштарсан аван пулӗччӗ… шанса каяҫҫӗ… Сада тухрӑмӑр. Ватӑ ехусене вӗлерсе пӗтерсе, кашни гуигнгнм хӑй валли икшер ҫамрӑк еху тытса илнӗ, вӗсене хӑйсен выльӑх картисене хупса лартнӑ, каярахпа вӗсене йывӑр япаласем йӑтма тата туртса ҫӳретме вӗрентнӗ. Ну, турттарса килчӗ, анчах машинине никам та тыткалама пӗлмест. Вӑл вӑрӑм истори, нумай вӑхӑт йышӑнӗ. Варя хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те урам тӑваткалӗ урлӑ утса мар, чупсах каҫрӗ, кӗҫ-вӗҫ ӗсӗклесе ярасран аран тӳссе, вӑл старикпе сывпуллашма та пултараймарӗ. Вӑл чылаях ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. Ав мӗнле килсе мӑшкӑларӗ пире тӑшман. Тӗрӗс вӗт, эсир патриот, сирӗн уншӑн хавасланмалла! Тепӗр тесен, эпӗ сисетӗп: эсир питӗ хавас ҫын тата халӑх ҫинче шӳтлеме юрататӑр. Хӗвел мӑка типӗтрӗ, вӑра унӑн вут чӗртсе ярса шыв вӗретме те май пулчӗ. Тарӑнӑшра сывлав тамалнине чи малтан Гусев асӑрхарӗ. Лӑп та шӑп ҫак кунсенче ӗнтӗ эпӗ хамӑр класра вӗренекен Мартыновӑпа ҫапӑҫрӑм. Вӑл иккен Тоня Величкӑн ӗмӗрлӗх перине вӑрланӑ та Валька ҫине йӑвантарма шутланӑ. Эпӗ ӑна ҫакӑншӑн тата вӑл хӗрача пуҫҫӑн ҫавнашкал хӑтланнӑшӑн хӑлхи чиккинчен лектерсе илтӗм. Тепӗр кун мана ячейкӑна чӗнтерчӗҫ, мӗн пулнине ыйтса пӗлчӗҫ. Хӗрачасемпе эпир юлташлӑччӗ, анчах та хӗрачасемпе ҫапӑҫас йӑла, ҫитменнине юлашки класра, ҫукчӗ вара пирӗн. «Мартынова ирсӗр, вӑл хӗрача пулни нимех те мар, енчен эпӗ пӗр-пӗр арҫын ачана хӑлхи чиккинчен панӑ пулсан, мана чӗнтереттӗрччӗ-и эсир?» — терӗм эпӗ. Ачасем шухӑшласа тӑчӗҫ-тӑчӗҫ те манпа килӗшрӗҫ. Пӗррехинче эпӗ, таҫтан киле таврӑннӑ чухне, алӑк патӗнче ларакан сӗтел ҫинче, унта почтальонсем пирӗн пӗтем корреспонденцисене хурса хӑваратчӗҫ, «Тӑххӑрмӗш класра вӗренекен А. Григорьева» тесе ҫырнӑ хупӑ ҫыру тупрӑм. — Паллах, ӳссе ларӗ те. — Килнӗшӗн, Ромочка, тавтапуҫ, — ҫурма сасӑпа хӑвӑрттӑн калаҫрӗ вӑл ҫав вӑхӑтрах. Лосьпа Гусев пӗрре сӑнав трубкинчен ҫыпҫӑнсах лараҫҫӗ, тепре сапаланса выртакан тир-утиял хушшине пере-пере анаҫҫӗ. Пӗр ӗнси, нумай пулмасть шыва кӗнипе йӗпескер, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, Емельян ӗнси пулчӗ. Вара вӑл, халран кайнӑскер, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ пӳртне чупса кӗчӗ те, кӗлте пек, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Пӑван аллисене сӗтел ҫине хучӗ те, ҫав тери ывӑннӑ е ытлашши ӗҫнӗ ҫын пек, пуҫне аялалла усрӗ. Пӳлӗме хӑвӑрт пӑхса, кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ хӑрушӑ ҫын, икӗ хресчене тата пуҫне сӗтел ҫине тайнӑ гореца курчӗ, вӗсем эрех ӗҫсе ларнӑ май пурте тырпул мӗнле пуласси ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ультиматума мӗнле ҫырмаллине никам та пӗлмен, ҫавӑнпа та Тимур кун пирки пиччӗшӗпе калаҫса пӑхрӗ. Португал таврӑнманнине курсан, вӗсем, паллах, ӑна шырама тухаҫҫӗ. Эпир, пачӑшкӑпа иксӗмӗр, вилме патнех ҫитрӗмӗр. Ҫынсемпе уйӑрӑлас вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫак хулара колбаса тӑвакан мастерскоя кӗтӗм, унта пыршӑсем ҫуса ҫулталӑк ҫурӑ ытларах пурӑнтӑм. Уҫӑмлӑнах мар пулин те ҫапах кӑмӑллӑн илтӗнекен ватӑ ҫын сасси ирхи кӗлӗ юррине янаратать. Ӗнер хулара темле пӗр ҫамрӑк та кӑмӑллӑ ҫын мана Марко бай патне кайма ҫул кӑтартрӗ те хӑй курткине хывса пачӗ, — пиншакӑм ҫӗтӗк-ҫатӑкчӗ манӑн. Соколов текенни ҫавах пулчӗ пуль эппин. Мана йӗрлеме тытӑнсан, курткӑм жандарм аллине лекрӗ. Ҫакӑ вӑл куҫхаршине пӗркелентернинчен те, хӑйӗн сюртукне шкапалла вӑркӑнтарнинчен те, пилӗкне ҫиллессӗн ҫыхнинчен те, диалогсен кӗнеки ҫине эпир мӗн таран вӗренмеллине кӑтартма чӗрнипе хыттӑн пусса йӗр тунинчен те паллӑ. — Мӗншӗн йӗкӗлтетӗн, — терӗ вӑл юлташӗ ҫине пӑхмасӑрах: — мӗншӗн мӑшкӑлламалла? Ҫак хӗрача ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн ҫакӑнта ӗҫлекен йыснӑшӗ патӗнче пурӑннине асне илчӗ. Миҫе минут утмалла? Ҫавӑнпа эпӗ вӑл кам иккенне ыйтса пӗлес тесеттӗм. Кладовӑйра вӗсем виҫҫӗн лараҫҫӗ. Каннӑ чухне вӑхӑта ахаль ирттерес мар тесе, мистер Ольбинет вӗсене ҫул ҫинчех тасатрӗ. Пӗрлӗхре пирӗн ҫӑлӑнӑҫ. Гангрена. Вӑл хӑйне хӑй алӑра тытма вӗренсе ҫитнӗ, ыйтаканла калаҫма вӗреннӗ, тепӗр чух кунне ик-виҫӗ отказ илсен те шанчӑка ҫухатасшӑн пулман. — Утти унӑн лайӑх; анчах… шуйттан пӗлет… ухмах фершӑл ӑна темле эмел панӑ, халь вара икӗ кун ӗнтӗ сунаслать. Эпӗ унта та, кунта та вӗри ҫӑлсенчен шурӑ пӑс палкаса тухнине куртӑм, вӗсем хытӑ вӗресе тӑнӑ — тӑпра ӑшӗнче вулкан вӑйӗ пуррине пӗлтерет. Сирӗн юратӑвӑр пурнӑҫӑма вӗҫӗ-хӗррисӗр телей кӳнӗ чухне манӑн мӗншӗн-ха вилмелле? Людмила тӑрса чӳрече патне пычӗ те ӑна уҫса ячӗ. — Кам вӑл? — кӑшкӑрса ячӗ сквайр! «Тӗлӗнмелле, Дубровский пурне те мар, паллӑ пуянсене кӑна тапӑннине, вӗсене те вӑл тӗппех ҫаратмасть, ытлашшине парса хӑварать тенине илтнӗччӗ эпӗ. Малтанах вӑл ҫинҫе ҫип пек курӑннӑ, унтан пысӑкланса, пысӑкланса пынӑ, ҫич-сакӑр ҫултан вара пӗтӗмпех «сарӑлса» кайнӑ, шӑпах ӑна сарӑлса ҫитнӗ вӑхӑтра пит аван курма пулать. Ҫук, — шутласамӑр, шутласамӑр, Ромашов: хӑвӑртан кам-ха хаклӑрах та ҫывӑхтарах сире? Унтан хураллаканӗ хӑй те сӗнксе ларма пуҫларӗ: унӑн пуҫӗ аялалла усӑннӑҫемӗн усӑнса пычӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те харлаттарчӗҫ. Анчах ҫапах та ҫав усал Корчагина пӗтерме май пур. Эсӗ тӗрӗс шухӑшлатӑн. Сана ҫул ҫук… — Мӗн калас ман, Коля? Куҫӗсем тискеррӗн ҫиҫеҫҫӗ: — Эсӗ хӑрушӑ ча евӗрлӗ. — Курсамӑр, тата та кӑсӑкрах, — васкавлӑн тата шӑппӑн каласа хучӗ те Иха шнура туртрӗ. Ҫак вӑхӑтра эпӗ академирен вӗренсе тухрӑм, ылтӑн медаль илтӗм, унпа пӗрле ҫирӗм ҫулхи художникӗн чи хаклӑ ӗмӗтне — Италие каяс шанчӑка илтӗм. Ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр вара хытӑрах та хытӑрах йӑлтӑртатать, халӗ тӗлӗрекен туратсем, ҫиҫкӗнекен чул муклашкисем тата ларакан Магацитлӑн ыйхӑра кулакан сӑнӗ уҫӑмлӑнах курӑнаҫҫӗ. Орёл кӗпӗрнинчи ял (эпир Орёл кӗпӗрнин хӗвелтухӑҫӗнчи пайӗ ҫинчен калаҫатпӑр) сухаласа пӑрахнӑ уй варринче, аран-аран лапраллӑ пӗве тунӑ ҫырма ҫатра хӗрринче вырнаҫса ларнӑ. Вара редакцине тухса чупнӑ, унта, ытти хуласен хаҫачӗсене вакла-вакла, касӑксенчен «Провинцири картинкӑсем» йӗркеленӗ. Шӑши куҫ лампи, темрен хӑранӑ пек, пӗрре чӗтренсе илетчӗ, тепре хытӑрах хыпса илсе пирӗн пӳрт ӑшчиккине ҫутататчӗ. Йӗки сӗрлетчӗ; эпир вара, ачасем, пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса лараттӑмӑр та, ватӑ пирки пӗр пилӗк ҫул хушши ӗнтӗ хӑйӗн кӑмаки ҫинчен анман асатте халапӗсене итлеттӗмӗр. — Ҫук, вӑл ыйту мана питех те интереслентерет. Тепӗр енчен, вӗсем башня ҫине тапӑнма пултарассине шута илсе, кӗпере башньӑран уйӑрса тӑма лутра та ҫирӗп тимӗр алӑк тунӑ. Андрей хуралса кайрӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Кунта ҫакӑн пекех полкри, обозри, ҫарти ытти чинсем; полксенчи писарьсем нумай, вӗсемпе пӗрле ҫуран ҫынсемпе юланутҫӑсен отрячӗсем шӑваҫҫӗ, никам чӗнмесӗр килнисемпе ирӗклӗ ҫынсем те рейстровой козаксем чухлех пуҫтарӑннӑ. — Салтак Козельцова пӗр траншейӑран илсе тухса тепӗр траншейӑри пӗчӗкҫеҫ канав патне илсе ҫитерчӗ. Ну, ку пурпӗрех! — Катя, манӑн пыма юрать-и? Кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ вӑл. Анчах вӑл каллех нимӗн те илтеймерӗ, хӗрлӗ калпакне кукша пуҫӗ ҫине лартрӗ те татах та кӑмӑллӑнрах кулса илчӗ. Рота, пайӑн-пайӑн уйрӑлса, пӗтӗмӗшпех плац тарӑх сапаланнӑччӗ. Взводӑн-взводӑн ирхи гимнастика тӑватчӗҫ. Власова патнерех тӑрса, хӗрарӑм ӑна малтан уттарчӗ, хӑй, хыҫалтан пырса, унран:— Ӑна йывӑр-и? — тесе ыйтрӗ. — Пӗлесчӗ, вӗренни мӑшӑрланӑва чӑрмантарать тенине эсир мӗнле ӑнланатӑр-ши? — кӑшт куларах ыйтрӗ адвокат. Лешӗ хӑйӗн ҫӗршывӗ ҫинчен каланӑ чухне ӳсет, ӳсет, пит-куҫӗ лайӑхланать, сасси вара хурҫӑ пек ӑна пуҫне устаракан ҫын тӗнчере те ҫук пек туйӑнать. Мӗншӗн кая хӑвармалла! Вазуза ҫывӑхӗнче бомбӑсем пӑрахни Ольховкӑра лайӑхах илтӗннӗ, унтан вара, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, тупӑсенчен пенӗ сасӑ та хуллен илтӗнсе килме пуҫланӑ. Хӑшне-пӗрне каялла тавӑрса парӑпӑр, ыттисемшӗн пӗтӗмпех укҫан илӗн. Лашапа пӗрле ҫынни те чӗркуҫҫи таран шыва анса каять. Дикарьсем — ҫиеҫҫӗ. — Анне-и? Хуть ӑҫта пырсан та вӗсен кӗтӗвӗсем валли яланах апат ҫителӗклӗ пулнӑ. Унӑн пиҫсе кайнӑ тута хӗррисенчен темӗскерле тӗлӗнмелле сӑмахсем илтӗне-илтӗне кайнӑ. Пӳртре хумханӑр, кил картинче хумханса мана вӑрҫма эпӗ — ял Совет председателӗ — пачах ирӗк памастӑп сире. — Ак кунта йӑлтах уҫҫӑн каланӑ вӗт-ха. Вӑл хытӑ йӑнӑшрӗ. — Санӑн хӗрӳ Дуня сывӑ-и? — тесе ыйтрӑм малалла… Озеров капитан вара, пӗрре туппа ҫавӑрма пулӑшкаласа, тепре снарядсем паркаласа тата ҫапӑҫу хирне сӑнаса тӑнӑ хушара каллех: — Огонь! Ҫак вӑхӑтра палатӑри каҫхи ӗнтрӗк тӗттӗмлӗхӗнчен Комиссарӑн хаяр сасси илтӗнчӗ: — Мӗскер панихиди пуҫласа ятӑр эсир унта? Кучера вара кӑлӑхах вӑрҫан. Алӑкӑн хура шӑтӑкӗ ҫине пӑхса вӑл хӑвӑрттӑн, шӑппӑн каларӗ мана: — Эс куратӑн — вӑл чирлӗ. — Эсӗ ху каларӑн вӗт — мана хӗнетӗп тесе. Ман шутпа, вӑл суеҫтерет, эпӗ вара пурне те ӗненмесен те пултаратӑп терӗм. — Пулма та пултарать, капитан. Эпир 1702 ҫулта апрелӗн 13-мӗшӗнче Даунс хулине ҫитрӗмӗр. Вӑл пирӗнпе пӗрле мӗн тупӑннӑ ҫавна ҫырткаласа ирхи апат турӗ те, пичче ҫул-йӗр ҫинчен ыйтса пӗлнӗ сӑмахсене хирӗҫ «ҫапла», «ҫук» тесе ҫеҫ ответлерӗ; унтан, ӑҫта ҫӗр каҫма шутлатӑн тесе ыйтсан, «Гардар», тесе пӗр сӑмах ҫеҫ каласа хучӗ. Халӗ текех апла пулмасть ӗнтӗ. — Ҫапах эпӗ унран хӑратӑп; тепӗр тесен, тур пӗлет, эпир унта… Курчӗ художник: старик сасартӑк хускалчӗ те аллисемпе рамӑран ярса тытрӗ. Анчах мӗн пӗлмӗше перетӗн-ха, Николай Еремеич?… Кӑвак ҫут пайӑркаланма тытӑнчӗ. Павел йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ, аллипе вӑраххӑн кӑна ҫӳҫне шӑлчӗ, унӑн кӑвак куҫӗнчи ҫулӑм тата вӑйлӑрах ҫутӑлчӗ. Вӗсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан, мана авантарах пулӗччӗ. — Галлие ун пек ыйтусем пани кулӑшла. Оленин ҫаврӑнса пӑхрӗ, эрех пама хушрӗ те малалла ҫырчӗ. Лараҫҫӗ пулсан, ларччӑрах, — пирӗн мӗн ӗҫ? Выртнӑ ҫӗртен ҫӗклентӗм те ҫийӗме аҫам уртса ятӑм, кинжала ҫакрӑм, вара шӑппӑн утса пӳртрен тула тухрӑм: мана хирӗҫ суккӑр ача утса кӗрет. Чухӑн ҫынсем ахаль те пӗтӗм тӗнчипех кашни кун макӑраҫҫӗ, хӑйсен нуши ҫине тарӑхса, мӗнпур пуянлӑха хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ пуянсем ҫине тарӑхса, турра каласа параҫҫӗ, ӳкӗтлеҫҫӗ. Вӑл питӗ пултаруллӑ калавҫӑччӗ, проституткӑсем валли телейсӗр юратӑвӑн хурлӑхӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем пит ҫӑмӑллӑн ҫыратчӗ, унӑн юррисене Атӑл ҫинчи пур хуласенче те юрлатчӗҫ; сӑмах майӗн каласан — халӑх хушшинче пит те сарӑлнӑ — Не красива я, бедна, Плохо я одета, Никто замуж не берет Девушку за это… — юрра та вӑл ҫырнӑ. Санин вӗсем пек пулман. Виҫҫӗмӗш кунӗнче Хӗрлӗ Тӑрна вӗсене ҫӑлкуҫӗнчен кӑларнӑ. Мӑйракасем ҫемҫелсех ҫитнӗ, вӗсене йывӑҫа ҫӗҫӗпе чӗрнӗ пекех чӗрме пулнӑ. Унта пӗр ҫын килчӗ, эпӗ ӑна Миссисипи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чухнех пӗлеттӗм. Каҫсенче ҫуртсем ҫуннӑ, ҫил вӗрнӗ, такансем ҫинче хура кӗлеткесем сулкаланса тӑнӑ, вӗсем ҫийӗн ҫӑхансем кӑшкӑрнӑ. Пӗр сасӑ шӑплӑха пӑсса тӑрать. — Ҫырнӑ ҫав! Анчах кредитсӑр эпӗ те е кам та пулин урӑххи те ӗҫе тытӑнма пултараймасть. Вӑл манӑн — сирӗн пекех ырӑ. Хӑй пӗчӗккӗ, шӑши пек, — ҫавӑн пекех хӑвӑрт чупкаласа ҫӳрет те пуринчен те хӑрать. Иккӗмӗш — аҫа йытӑ та ҫӑвӑр пулать… Ҫакӑн айне — мӗнле шутлатӑн? — «Павел Яковлев Шубин художникӗн пулас пурнӑҫӗ», тесе ҫырас мар-и?.. Вӑл ман ҫине ҫӗнтерӳллӗн пӑхса илчӗ те тепӗр пӳрнине хуҫлатрӗ. Пистойри типографи, ман шутпа, питех те начар ӗҫлет, литературӑна унта яланах пӗр меслетпе, сигарӑсем пек чӗркесе, ӑсатасси калама ҫук начар япала. — Амӑшӗ каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пурте хӑй ҫине пӑхнине курса, именерех ӑнлантарса пачӗ: — Эпӗ ахалех, хам ӑссӑн каларӑм, — пӑхӑрах, терӗм! Унта ӑна Бил кӗтсе тӑма кирлӗ, вӗсем вара унпа кимӗ ҫине ларса кӑнтӑр еннелле, Аслӑ Упа кӳлли ҫине анаҫҫӗ. Курӑпӑр вара ун чухне. Вӑрман варринче вӗсене партизансен патрулӗ тӗл пулчӗ. Ачасем ыйхӑран вӑранаҫҫӗ. Мӗн-мӗн кӑна тумасть, вӑл унпа? Пичче урипе тапрӗ, — ҫав вӑхӑтра лашасем сулӑ патнелле ҫывхараҫҫӗ. — Вӑл кичем ҫынсен хисепне кӗмест те ӗнтӗ… — Ара, мӗншӗн хӗненине ӑнланма пулать-ши ӑна? Чышкисемпе сулкаласа, вӑл тытӑҫса кайнӑ халӑх хушшинчен самантранах сиксе тухрӗ те, савӑннӑ пӗкех кӑшкӑрчӗ мана: — Кай кунтан, ҫапӑҫаҫҫӗ халь! Ӑна Павел лӑпкӑ пулни тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, вара ывӑлӗн сӑмахӗ унӑн кӑкринче вӑл тӗрӗс каланипе, вӑл ҫӗнтерессине ҫирӗппӗн ӗненнипе пӗрлешрӗ; ҫав ӗненӳ ҫӑлтӑр пек ҫуталса тӑчӗ. «Ай, мӗнле лайӑх утсем, эп кун пеккисене такҫанах шыраттӑм-ха!» терӗ вӑл. Анчах каҫ пулнӑ кӑна, витерен ҫав тери ачаш, тарӑн шухӑшлӑ, вылянса чӗтрекен кӗвӗ илтӗнсе кайнӑ. Арина Власьевна чӑннипех те ӗлӗкхи вӑхӑтри вырӑс дворянки пулнӑ. Манӑн унпа пӗр ӗҫ пирки калаҫмалла». Марспа Ҫӗр ҫавӑн пек пӗр-пӗринпе хире-хирӗҫ пулнине хире-хирӗҫ тӑни теҫҫӗ. Ку ача чи ҫӑмӑл ыйтӑва та хуравлаяс ҫук вӗт, — мӗн тума судья унтан ыйтса хӑтланать-ши? Анчах ун пекки ним те пулмарӗ, — вӗсем юнашар, хулпуҫҫи ҫумне хулпуҫҫипе тӗкӗнсе ларса, кӗске сӑмахсемпе лӑпкӑн калаҫса ларатчӗҫ. Эпӗ Николай Антоныч вӑрах ҫулсем хушши ӑна юратнине куҫ умне ӳкертӗм. Э, ара, эсир нимӗн те пӗлместӗр-ҫке… Халӗ ӗнтӗ вӑл, ытларах та ытларах кунӗленсе-парӑнса, пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑракан таса та этемле поэзи вӑрттӑнлӑхӗн тупсӑмне тупма вӗренсе пырать. Мулӗ ҫухалнипе хуйӑха ӳкнӗ еху хӑйӗн юлташӗсем ҫине сиксе ӳкрӗ вӗсене ҫыртма тата чӗрнисемпе чӑрмалама тытӑнчӗ. — Ӑҫталла? Купецсем ҫинчен тӳрех: вӗсем халӑха улталаҫҫӗ, ачисем ашкӑнса ҫӳреҫҫӗ тата дворянина тухасшӑн тесе ҫырнӑ. — Ну, апла пулсан, салатса парӑпӑр, — килӗшрӗ Булгаков. Сивӗ картасенче вӑкӑрсемпе ӗнесем ирчченех унӑн-кунӑн уткаласа ирттереҫҫӗ. — Шутласа пӑхӑр-ха, Леноре фрау, мӗн тесе ман… Коридор вӗҫне ҫитсен вӑл хуралти пӗр ҫынӗнчен: «Мӗнле, халь юрать-и?» тесе ыйтрӗ. Арӑмӗ, пуҫне ун хулпуҫҫи ҫине хурса, шӑпах кирлӗ вӑхӑтра пӑшӑлтатса каларӗ: — Ӗмӗрӗпех санпа пурӑнмалла вӗт манӑн, епле ӑнланмастӑн-ха эсӗ ҫавна? Манӑн академине каймаллаччӗ — эпӗ университета кайрӑм. Инҫетрен курӑнса кайнӑ икӗ юланута тӗл пулни те ӑна хаваслантарман. — Сеньор, эпӗ эсир каланине ӑнланмастӑп. Смолин асӑрхаттарнӑ япаласем ҫине пӑхнӑ та, унӑн тути ҫийӗпе иронилле кулӑ шӑвӑнса иртнӗ. Анчах нимӗнле май та ҫук: Фелпс миссис вӗҫӗмсӗр ҫатӑлтатать. Вӑл ҫӗр хӑвӑлӗ форминчен тата сасса хӑйӗн витӗр ҫӑмӑл яма пултаракан тӑтӑш чул выртнинчен килет. Хӑнисемпе пӗрле йытӑ картишӗнчен тавӑрӑнсан, Кирила Петрович каҫхи апат ҫиме ларать те, тин ҫеҫ Дубровский ҫуккине кура ӑна шыраттарма тытӑнать. Лапутянсем ялан хӑраса пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем нихҫан та лӑпланса киленме пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем ытти ахаль ҫынсене те сахал сехӗрлентерекен сӑлтавсем пиркиех ялан хӑраса пурӑнаҫҫӗ. Капла халичченхинчен те начартарах!» тесе хучӗ. Жид Тараса пуҫ тайма тытӑнчӗ, хӑйсене ан курччӑр тесе, асӑрханса алӑка питӗрсе хучӗ. «Итле, Янкель!» терӗ Тарас ӑна: «Эп сана вилӗмрен ҫӑлтӑм, эп ҫӑлман пулсан, сана запрожецсем йытта ҫурса пӑрахнӑ пек ҫурса пӑрахатчӗҫ. Лайӑхрах тӗллеме тесе вӑл кӗтӳ пуҫӗнчи кенгуру патнех сывхарчӗ те, вара урса кайнӑ чӗрчун ун ҫине пӗррех сиксе ӳксе ӑна ҫӗр ҫине кукалесе пӑрахрӗ. — Кӗрсе кала унта: комиссара телефонпа пӗлтерччӗр — командовать тутӑр. Унтан ӳсӗрме тапратрӗ, ӳсӗрпе куҫҫуль юхтарса макӑрса ячӗ те:— Йӑмӑкӑм… пӗчӗк йӑмӑк… — тесе нӑйкӑшма пуҫларӗ. Ҫав парти ретӗнче — купец ывӑлӗ Илья Артамонов, ҫӗр-шыва промышленность тата техника енӗпе Европа пек тӑвас аслӑ ӗҫе туса хума тивӗҫ сослови ҫынни. — Кӗтмен туман ҫӗртен, сасартӑк, пуҫ ҫине юр йӑтӑнса аннӑ пекех, кулаксене турттарса лавсем килсе ҫитрӗҫ. Вӑрансанах унӑн умне хӑйӗн хӑрушлӑхри пурӑнӑҫне астутаракан шухӑшсем тухса тӑчӗҫ. Вӑл хурал пӳлӗмӗнчен иртсе, алӑкран тухакан Черняк хыҫӗпе пӑрӑнса, картишне тухрӗ, картишӗнчен хапха патне, хапхаран урама сирпӗнчӗ. Ҫил шӑхӑрать, мачтӑсем авӑнаҫҫӗ, шатӑртатаҫҫӗ. Паруссем, шалти ӑпӑр-тапӑрсем кичеммӗн тӗпӗртетсе илеҫҫӗ — ҫавсене пула халиччен нимне те аса илмен пассажирсем вӑранчӗҫ. Паганель, Гленарван, майор тата Роберт, хӑшӗсем ахаль курма кӑна, теприсем капитана пулӑшу парас тесе, палуба ҫине тухрӗҫ. Иртнӗ каҫпа кӑна янкӑр уҫӑ та ҫӑлтӑрсемпе чӑлтӑртатса вылякан тӳпе кӗҫӗр хура пӗлӗтсемпе хупланнӑ. — Тӑватӑ ҫирӗп хӑма пур. Тархасшӑн канма парӑр эсир мана! Савельичӑм манӑн хӑй тӑвас тенине ҫав тери ҫине тӑрса тума юратнине, тӳрккессине лайӑх пӗлсе тӑнипе, эпӗ ӑна ачашшӑн, пӗтӗм кӑмӑлӑмпа каласа ӳкӗте кӗртме шухӑшларӑм. — Унӑн пиччӗшӗ, — матрос, — сиввӗнрех пӑхса илсе, ӑнлантарса пачӗ шакла пуҫлӑ Алешка. Анчах мӗнпе пурӑнмалла-ха пирӗн? — Сана мӗн? Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, ӑҫтан вӑл актер пулма пултарнӑ-ха! Редис питӗ чаплӑ сирӗн… Мӗн каларӑр-ха эсир, Саккони? Йӗри-тавра асап та тарӑху, вилме пӳрнӗ ҫынсем йӑнӑшни, кӑшкӑрашни ҫакӑн пек ҫӗрте темиҫе уйӑх пурӑнасси вӑл хӑвӑн асӑпусене тӳсессинчен те йывӑртарах. Пирӗн ирхи юланут та — арҫын мар, хӗрарӑм. — Мӗн? — Пирӗн завхоз, Островнов Яков Лукич текенни, паян каҫ пулас умӗн килчӗ те: «Лашасем айне юлашки улӑма сарса пар», тет. Вӗсем ҫын какайӗн тутине манман-ха! — кӑшкӑрчӗ Муани-Лунга. Тӳшек ҫиттисене, утиялпа чаршавне те ҫакӑн пек шутпах турӗҫ. Мана, тахҫанах ҫавнашкал тӗрлӗ ҫитменлӗхсене чӑтма хӑнӑхнӑскере, ку та тем пекех аван туйӑнчӗ. Ун умӗнче алӑксем ярах уҫӑлнӑ. Питӗ ҫамрӑк та хитреччӗ шуйттан, Кубань казачки, тӗрӗссипе каласан — Кубань йыт ами. Гранат, маслина. Анчах та экспедици, хӑйӗн тӗп ӗҫне туса ҫитереймесен те, нумай ӗҫ туса хӑварчӗ. Ҫакна манмалла мар эпир. — Эпӗ Катьӑна юрататӑп, — терӗ вӑл, куштанланса. Каллех хӑйне пӗр-пӗчченнӗн, тунсӑхлӑн, темле ют, тӗттӗм те тӑшманла ҫӗрте ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑн туйса утрӗ килнелле Ромашов. Дворник ӑна:— Ҫак ӗҫ пулман пулсан, эпӗ шарламастӑмччӗ. — Эпир ишсе ҫитетпӗр-ҫитетпӗрех, — хавхалантарчӗ вӑл ӑна. Юрӗ. Куҫне хӗвел йӑмӑхтарасран аллисемпе хупларӗ те Сергей ҫине савӑнса пӑхса тӑчӗ. Каллех ҫӗне хыпар нумай Мӗн ачаранах эпӗ вексельсем мӗн иккенне пӗлмен — эп вӗренме пуҫланӑ чух ҫав сӑмаха урӑх каламастчӗҫ. Анчах ку ҫынсене пӑшӑрхантармаллах пулман-ха. Унӑн сӑмахӗсем ҫыпӑҫуллӑ мар, анчах чӗрене пырса тивеҫҫӗ. Малтан ӗҫекеннин стройри юлташӗ. — Тухтӑр мӗн калать вӑл? Эпӗ чӗтрекен аллӑмсемпе конверта уҫрӑм. Ман тавра рис тултарнӑ михӗсем, иҫӗм ҫырли, тир-сӑран, каракуль ҫыххисем мамӑк минтерсем пек ҫӑмӑллӑн ывтӑнчӗҫ, тӗреклӗ те патвар кӗлеткесем чупкаларӗҫ, пӗр-пӗрне ӳлесе, шӑхӑрса, ҫирӗп сӑмахсемпе вӑрҫнипе хавхалантарчӗҫ. Ан тив, йӑпанччӑр мучипе, — терӗ вӑл леш хисеплӗ ватӑ ҫынсен ҫирӗп те юрланӑ чухнехи лекрех илтӗнсе тӑракан сасӑпа. Ӑслӑ патша тытнӑ та ҫурӑка пурҫӑн хуртне кӗртсе янӑ, ҫавӑ вара, ун тӑрӑх тухса, хӑй хыҫҫӑн ҫинҫе кӑна йӑлтӑрти йӗр тӑсӑлтарса хӑварнӑ. Сулахай ал пӑхӑнми пулчӗ. Кулӑшла эсир: кӑшт ҫеҫ тӗкӗнетӗн сире, эсир лӗнчӗленсе те ларнӑ. Мӗншӗн эпӗ Крыма куҫса килнине пӗлес килет-и? — йӳҫҫӗн ыйтрӗ вӑл. — Грант капитан Австрали ҫӗрӗнче тесе эпир епле ӗненсе тӑрсан та, пурпӗрех, асӑрханарах ҫӗрес тесе, Тристан д'Акуньяпа Амстердам утравӗсем ҫинче пӗр икӗ кун ирттерсен юрамӗ-ши пире? Лавров та, хӑйне водянка пӑвса пӑрахасса кӗтсе тӑмасӑр, цианистӑй калий ӗҫсе вилчӗ. Вӗсен вырӑнӗнче тепри пулнӑ пулсан, ҫакӑн пек укҫа купипе ҫырлахнӑ пулӗччӗ, унта мӗн чул иккенне шутласа та аппаланман пулӗччӗ. Ҫук, кусен вара шутласах пӑхас килчӗ! Ҫапла итлени вӑл кӗлтунипе типӗ тытнинчен те пахарах! Хӗрарӑм сак ҫине ларчӗ, старик ӑна йӗкӗлтесе калаҫа пуҫларӗ. Анчах эпӗ малашне хам укҫана апла тӑккаламастӑп. Тата — ташласа кам ҫӗнтерӗ-ха! — Ачсемӗр! каялла кайса килмелле пулать — ав ҫав канавран аманнӑ офицере ҫӗклесе тухма тӳр килет, — терӗ вӑл. Салтаксем ку приказание пурнӑҫлама пӗртте хавас маррине сиссе, ку сӑмахсене приказ панӑ чухнехи пек хыттӑнах татса каламарӗ вӑл, — чӑнах та, вӑл кӑна уйрӑм ҫынна тӗллесе каламанран ӗнтӗ, ҫак приказание пурнӑҫлама тесе, ӗретрен пӗри те тухмарӗ. Картишӗнче йытӑсем вӗрме тытӑнчӗҫ. Пӗр манӑн паллаканни ҫеҫ, дежурнӑй, тӑрса юлчӗ. Хуйӑхсене пула ҫамрӑклах ҫитӗннӗ ҫын пек пулса тӑнӑ ача аппӑшне мӗнле шухӑшсем канӑҫ паманнине ӑнланчӗ. Вӑл Мэрине алӑран тытрӗ. — Мэри, — терӗ вӑл, — сехӗрленсе ӳкме кирлӗ мар. — Кунта. Уйӑх ҫинчен вӑл хура курӑннине эпир малтанах пӗлнӗ. Анчах Уйӑх тӳпи ҫинче нумай ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсене Хӗвел те хӑй ҫутипе хуплаймасть. Акӑ — салтак, анчах вӑл, эпӗ пӗлекен салтаксемпе танлаштарсан, нихӑшӗ пек те мар, — Сидоров пек те, пароход ҫинчи Вятка ҫынни пек те мар, тата Ермохин пек те мар; вӗсемпе пуринпе те танлаштарсан, вӑл ытларах ҫын манерлӗ. Эх, эс те ҫав! Ман тавар сирӗнни пек мар пулин те, чӗрӗ ҫын атӑсӑр та пурӑнма пултарать, вилни вот тупӑксӑр ниепле те пурӑнаймасть, ҫапах та ӳпкелешме пулта-раймастӑп, — тесе ответленӗ Шульц. — Ҫапла, анчах чӑн-чӑн таса юрату мӗнлерех пулать-ха вӑл? — именерех кулса, хӑрасарах ыйтрӗ йӑлтӑркка куҫлӑ господин. Нагульнов, хаҫат хутӗнчен лампа ҫине ҫакма абажур хайласа лараканскер, калас килмен ҫӗртенех:— Ӑна Титок ҫапла турӗ. — Ӑҫта ҫӳретӗн? Эпӗ ӗнтӗ!.. пуян ҫын!.. — хӗпӗртенипе чарӑна пӗлми ҫухӑрашрӗ Гаврила, кӑрт-карт чӗтренкеле-чӗтренкеле укҫана хӗвне пытарса. Эпӗ пӗр-пӗр ӗҫ шырама тытӑнтӑм. Петро куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ… ӑсӗ пӑтраннӑ пек пулчӗ. Пӗррехинче эпӗ ҫыру ҫыраттӑм, сасартӑк хам хыҫра такам пуррине туйса илтӗм. Паганель пӗтӗм чӗрипе чӗтренчӗ. Толинене хӗрӳллӗн савнӑ хум унӑн чӗринче капланса килнине те сисет вӑл. Ҫавна кура вӑл, малтан чи начар ҫуртра пурӑннӑскер, ял пуҫлӑхне ҫитсе халӑха нумай ырӑ ӗҫ тунӑ. Вандея вӑл — Францие сакӑр ҫул хушши хӑратса тӑни; аркатса тустарнӑ вунтӑватӑ департамент; пушанса юлнӑ уй-хирсем, таптаса пӗтернӗ тырпулсем, ҫунтарса янӑ ялсем, ҫаратнӑ кил-ҫуртсем; вӗлернӗ хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасем, улӑм витнӗ ҫурт-йӗрсем ҫийӗн ялкӑшса тӑракан пушар ҫулӑмӗсем, ҫынсен чӗрисене чикекен хӗҫсем, цивилизацие хӑратакан мӗлке, акӑлчансене хӑтаракан маяк — акӑ мӗн пулса тӑнӑ ҫак вӑрҫӑ — хӑйсен тӑван ашшӗсене те ним хӗрхенмесӗр вӗлерекен вӑрҫӑ. Тата мӗн-ха вӑл, мӗншӗн кунта «ҫутҫанталӑк»? Ҫеккунтлӑха вӑл хӑйӗн сӑрӑ, пӗчӗк питне — ҫӳлелле таврӑнса ӳкнӗ вараланчӑк сӑмси мӗскӗннӗн те айваннӑн каҫӑрӑлнӑ — айккинелле те аялалла ҫавӑрчӗ. Вӑл судьясем ҫине пӑхмасӑрах ларчӗ, амӑшӗ, сывлӑшне чарса, судьясем ҫине тинкерсе пӑхрӗ, тата темскер пуласса кӗтрӗ. — Унтан кулса: — Пӗртанлӑх тата тӑванлӑх, — тесе хушса хучӗ. Ӗҫлӗ ҫын пулнӑ ӗнтӗ, ӗҫлӗ ҫын! Сасартӑк вӗсен умӗнче тӗпсӗр тарӑн ҫырма уҫӑлать. Аялта куҫпа пӑхса ӗненмелле мар йӗркесӗрлӗх: ҫунса хуралнӑ хӑмасем, авкаланса пӗтнӗ кустӑрмаллӑ тенелсем, ваннӑ ещӗксемпе хуҫӑк рельсӑсем. Анчах ӑҫталла каясшӑн эс ҫакӑн пек тумпа? Ятарласа купаласа тунӑ ҫул ҫак ҫӗр лаптӑкӗн хӗррипе тӑвалла хӑпарса каять. Пурте кула-кула аллисене ҫӗклерӗҫ. Мӗнле тума пултарнӑ-ха эпӗ? — ыйтрӗ вӑл хыттӑн, сӑмахпа е сӑмахсӑрах хӑйне хирӗҫлессе сиснӗ пек. — Ҫапла… Ун чухне, шыв валакпа юхнӑ пекех, шӑкӑр та шӑкӑр, шӑкӑр та шӑкӑр! Акӑ тӗпсӗрлӗхрен ҫар карапӗ майӗпен ҫӗкленет, чакӑл туран сӑмсипе чӑкӑртаттарать. Ҫакӑ, асӑрхӑр, чи-чи пуҫламӑшӑнчех-ҫке-ха тата, тытӑҫусем ирттерме ирӗк панӑ хыҫҫӑнах, ҫийӗнчех. Акӑ, шансамӑр мана, шансамӑр! — ҫунма тапратнӑ куҫӗсене ялтӑртаттарса, кӑшкӑрса ячӗ Шурочка, — офицерсен дуэльне сентиментла хирӗҫлекенсем халех, о, ҫав йӗрӗнчӗк либералла хӑравҫӑсене пӗлетӗп эпӗ! — вӗсем: «Ах, варварлӑх! Катюшӑпа ыттисем те ҫаплах ыйтрӗҫ. Ҫивитти вырӑнне уҫӑ пӗлӗт. Мана юлхав пусрӗ, ҫав тери аван ним тумасӑр выртма, ирхи апат хатӗрлеме те тӑрас килмест. Вӑл — пӗчӗккӗ, вунтӑватӑ ҫулхискер ҫеҫ — мӗн тума пӗлмелле унӑн? Пуринчен те ытларах, кӑмӑла хуҫмалла, хӑрушла ухмаххи — вӑрӑм сӑмсаллӑ улатакка Мирон; хӑйне хӑй Российӑри чи аслӑ ҫын вырӑнне шутласа, вӑл хӑй ӳлӗмрен министр пулатӑп тесе шутлать пулмалла, халех ӗнтӗ мӗн тумалли, ҫынсем пурте мӗнле шухӑшламалли пӗр ӑна ҫеҫ паллӑ пулнине пытармасть. — Аслати пирӗн пата ҫывхарсан, эпӗ ӑна тытӑн та хӑрах алпах ҫурмалла хуҫӑп. Хӑтланса пӑхам-ха… Вӑкӑрӗсем ӑнланаҫҫӗ-ха вӗсене; хуть те ҫирӗм вӑкӑр кӳлтер, анчах лешсем хӑйсем майлӑ кӑшкӑрсан, вӑкӑрсем пӗри пӗр вырӑнтан тапранмаҫҫӗ… калама ҫук пӳтсӗр ҫынсем! Тухтӑр хӑй патне таврӑнма ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Маркона ҫитсе курасшӑн пулса, урама тухрӗ, Ганко кофейнӑйӗ патӗнчен иртсе пынӑ чух унта куллен ларакансем ӑна чӗнсе чарчӗҫ те ирӗке тухнӑ ятпа ҫине-ҫине сывлӑх сунма тытӑнчӗҫ, хуҫи тесен, пуринчен ытла юрама тӑрӑшрӗ. Хывӑх-арпине мучи кӗлет патӗнчен пуҫласа лупас айнелле ҫитиччен ансӑр сукмак пек сапса каять, унӑн урисем айӗнче тӑп-тулли чӑх кӗшӗлтетет, ҫиме хистекен: «Ка-ка-ка-ка-ка-ка-ка!» — тенӗ сасӑсем пӗр чарӑнми янӑраса тӑраҫҫӗ. — Час-часах, падре. Вӑл хӑй комиссар пулнӑ дивизи Ярцев патӗнче, унтан Духовшина таврашӗнче ҫапӑҫнӑ иккен, Конев тунӑ чаплӑ контрудара хутшӑннӑ, ку вӑл ҫак танкист хӑйӗн группипе окруженирен тухнӑ вырӑнсенче пулнӑ. — Улттӑмӗш рота рядовойӗ Шарафутдинов, сирӗн высокоблагородия! — тӑрӑшса, хӑйӑлчӑклӑн кӑшкӑрчӗ тутар. — Эсир вилессе ӗмӗтленетӗп эпӗ. Килӗнчен тухма хӑраса, вӑл пӗр-пӗчченех ларать, мӗншӗн тесен урамра ирландецсемпе ӳсӗр матроссем ҫулӑхаҫҫӗ. Лаши ӗрӗхесшӗн вӗчӗхет, пуҫне пӗкӗрӗлтерсе хунӑ та чӑтӑмсӑррӑн сулакалать, ҫинҫе урисене хӑвӑрттӑн иле-иле пусать. Салтакӑн, ӑмӑрткайӑкӑнни пек, хӑй ӑшӗнче хаваслӑх пулмалла. — Тррр, чарӑн-ха! Чӑн-чӑнах шуйттан! Хӳрине касса татнӑ-ха, хӑй ҫапах васкаса тапӑртатса пырать… Ҫур сехетрен чиркӳ пушанса та юлчӗ — юлашки карчӑксем те тухса кайрӗҫ. Эпир тӳррӗн, лётчиксем вӑрман урлӑ хывнӑ сукмакпа кайрӑмӑр. Фармазон, пӳрте кӗчӗ те — сӑхсӑхмарӗ, тӳрех тапак туртма тытӑнчӗ, ах, эсӗ, пӗр пус тӑракан Банапарт! Паян пыраймастӑп эпӗ. — Акӑ вӑл, аннеҫӗм, начальствӑна кӑмӑла кайман хӗр! — Нагульнов хӑй хытӑ тарӑхнине пытарма пултараймарӗ. Лавкана уҫсан манӑн трактира вӗри шыв патне чупмаллаччӗ; чей ӗҫсен — лавка ӑшне пуҫтармаллаччӗ, тавар ҫинчи тусана шӑлмаллаччӗ, унтан илекенсем кӳршӗ лавкине кӗрсе ан канччӑр тесе террасӑра хытӑ асӑрхаса пӑхса тӑмаллаччӗ. — Офицерсен тытӑҫӑвӗ ҫинчен хаҫатсенче вуламан-н эсир? — ыйтрӗ сасартӑк Шурочка. Табор хускалса кайса Сечьран тухма тытӑнсан, пур запорожецсем те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Хӗрлӗ питлӗ, вараланчӑк пальто, шалпар атӑ тӑхӑннӑ палламан ҫын килсе кӗнӗ чухне Даша инке картишӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ. — Манӑн ҫук… — Капла пулман пулсан, эпӗ кунта Шотланди колонине уҫнӑ пулӑттӑм. Большевиксем пулмалла пирӗн, — ара парти пирӗн вӗт! Ҫук-и? Ҫурт стенисем чалӑш-тӗлӗш тӑраҫҫӗ, пӗр пӳлӗмре те тӳрӗ кӗтес тупма май ҫук. Вӗсем пурнӑҫра куллен кирлӗ пулакан геометрине тӳсме те пултараймаҫҫӗ. Вӗсен шухӑшӗпе, ҫак наукӑна вӗсем тӑрлавсӑр ремесленниксем ҫеҫ усӑ курма пултаракан юрӑхсӑр наука тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем этем ӑс-пуҫӗ ӑнланса илме пултарайман пӗтӗмӗшлӗ ыйтусемпе кӑна интересленеҫҫӗ, хӑйсен рабочийӗсене те вӗсем ҫав тери кӑткӑс та пурнӑҫра пулма пултарайман кӑтартусем параҫҫӗ, ҫав кӑтартусенчен вара ялан чуна килентерекен кулӑшла йӑнӑшсем пулса тухаҫҫӗ. Ватӑ вулавҫа тӗлӗк курӑнчӗ:Ку ҫуртана тытас марччӗ,Таса уя илсе тухса ӑнаПуртӑсемпе вакласчӗ. — Вӑл хӑй пире каласа патӑр. Вӑл, «рабочилле оппозицинче» тӑнӑ пирки, губкомолран кӑларса пӑрахнӑ виҫӗ ҫынтан пӗри. Унпа вӗренесси ҫӑмӑлах пулмарӗ. Мӗншӗн эсӗ ун пек калама пултараймастӑн? Сӑрт тӳпинчен талккишӗпе сапаланса, хуторалла пӗр вӑтӑра яхӑн юланутлӑ ҫынсем сиккипе вӗҫтерсе анаҫҫӗ. — Вӗсем пурте вилсе пӗтнӗ. Ма тесессӗн эсӗ, пирӗн шутпа, киревсӗр хӑтланатӑн. Халӗ вӑл мана ҫӗр тенкӗ оброк тӳлет, тен, эпӗ ӑна татах та хушса паратӑп пулӗ-ха. Кӗрӗр, кӗрӗр! Пӗчӗк хулӑ тытнӑ Аким мучи картишӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Вӗсем тӑваттӑн сӗтел хушшине ларчӗҫ те, ытти ҫынсем тӗрлӗ сасӑсемпе хӑрлаттарнӑ, тӗлӗк курса мӑкӑртатнӑ хушӑра пит те тутлӑн каҫхи апат турӗҫ. Малалла тухса тӑчӗ те вӑл, тепӗр хут ыйтрӗ: — Ыран эппин? Ҫаксемпе танлаштарсан, мӗне тӑраҫҫӗ манӑн шухӑшӑмсем, шанчӑкӑмсем, ӗмӗтӗмсем! Анчах вӗсем ман ҫине мар, Сильвер ҫине пӑхаҫҫӗ. Арабсем слонсемпе килеҫҫӗ тенине вӑл ӗненнӗ пулас, ну, эпӗ вара — ҫук, тем тесен те вырсарни шкулех пулнӑ вӑл. Халиччен вучах ялкӑшнипе ҫуталса тӑнӑ тӳремлӗхе тата тӗксӗмлӗх чаршавӗ хупӑрласа пырать, кашкӑр куҫӗсем те фосфорит ҫутипе ялкӑшма пуҫларӗҫ. Асту — ҫавӑнтах лар, ан тух. Тӗнчери мӗнпур интерессенчен халӗ ӑна Воропаевӑн шӑпи тата, тен, тинӗс ҫумне ӑшшӑн таяннӑ шурӑ-кӑвак тӳпе — ун ҫине вӑл, куҫӗсене кӑмӑллӑн хӗссе, вӑхӑтран вӑхӑта пӑха-пӑха илет — пуринчен те ытларах интереслентернӗн туйӑнать. — Инструментсем пурте хатӗр-и? Халлӗхе эпӗ вӑл ята илме нимӗнпе те тивӗҫлӗ мар-ха» тенӗ. Чӑнах та, ӗмӗрлӗх тӗнчи епле пӗр енлӗ ҫеҫ пултӑр-ха, эпир ҫураличченех те пурӑннӑ пулӗ те, халӗ ун ҫинчен манса кайнӑ пулмалла. Пиртен вӑл хӗрӗх миле яхӑнах пулсан та, горизонтран ҫӳлерех пӑхсан, Тенериф пикен тӑрри питех аван курӑнакан пулчӗ. Бастьен Матра ятлӑ 64-мӗш номерлӗ полицейски, тӗрӗссине кӑна, пӗр тӗрӗссине кӑна калатӑп тесе, тупа тунӑ. Кӑнтӑр Техасра пӗр виҫӗ кун та пулин пурӑннӑ ҫын та ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине, вӗсене кирек мӗнле чӗлхепе каласан та, лайӑх ӑнланать. — Ҫук, Джон. Вӑл ниепле те вырӑнта выртайман, хӑранине пусарма, унӑн тӑрса мӗн те пулин тӑвас килнӗ. Унпа юнашар ларакан Ежов ҫӗр ҫинче упаленнӗ, Фомана чавсисемпе тӗрткеленӗ, пуҫне сулкаласа, хӑйне хӑй темскер мӑкӑртатнӑ. Ромашов сисчӳленчӗ, вара, Петерсон ҫине мар, председатель ҫине пӑхса, тӳрккессӗн тавӑрчӗ: — Ҫапла, пулкаланӑ, анчах ҫакӑ ку ӗҫпелен мӗн енӗпе ҫыхӑнса тӑнине ниепле ӑнланаймастӑп эпӗ. Вӑл мӗнле тӑнӑ ҫаплах, тӑртанса, хуралса кайнӑ чӗлхине аран ҫавӑркаласа, урайне тӗшӗрӗлсе анчӗ. — Ама йййы-ы-тӑ йӑхӗсем!… Ама йытӑ ҫуратса янӑскерсем! Ҫур минут хушшинче вӑл ҫавракан купаласа хунӑ карап каначӗ выртакан шыв юхмалли валак патне шуса ҫитрӗ, ун ӑшӗнчен тыткӑчи таранччен юнпа варланнӑ вӑрӑм ҫӗҫӗ, е тӗрӗсрех каласан, кӗске кинжал туртса кӑларчӗ. — Чӑн та, — терӗ Паганель. — Вӑл ун ҫинчен ҫырма пултарайман, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен экспедици Петербургран ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех тухса кайнӑ, унтан чи юлашки хыпар та 1914-мӗш ҫулхинех пулнӑ. Мӗнле пек? Эпӗ «Пилигрим» капитанӗ патне кайрӑм, анчах ӑна моряксем кирлӗ марччӗ. Атте картинкӑна ҫавӑнтах ҫурмаран ҫурса пӑрахрӗ: — Эпӗ те сана мӗн те пулин паратӑп-ха: лайӑх кӑна чӗн пиҫиххи! Сӳс сутасси — арҫын ӗҫӗ, — вӗсем ӑна чӑнах сутаҫҫӗ — хулара мар, хулана хӑйсен каймалла, — кунтах, килнӗ усламҫӑсене, лешсем вара тараса ҫук пирки пӗр пӑтшӑн хӗрӗх ывӑҫ шутлаҫҫӗ, — ывӑҫ вӑл мӗнне, вырӑс ҫыннин ывӑҫ тупанӗ мӗнлине раснах вӑл «тӑрӑшнӑ» чухне мӗнлине эсӗ хӑв та аванах пӗлетӗн! Эпӗ ҫӑкӑн пек уҫҫӑнах паллӑ сӑлтавсене вунӑ минут хушши каласа кӑтартма пултаратӑп, анчах профессор ман ҫине пӗрре те ҫавӑрӑнса пӑхмасть, эпӗ каланӑ сӑмахсене пӗрне те итлемест. Ҫапах та Гленарван экспедицин асапӗсем вӗҫне тухса пыраҫҫӗ. Пӑх-ха эсӗ ӑна, ҫиленсе те пӑрахрӗ вӑл! Хӗр чӳрече умне пычӗ. Лешӗ тутлӑн хӑрлаттарса ҫывӑрнӑ, ыйӑх тӗлӗшпе хӑйӗн ача сӑнлӑ, сывӑ, хӗвелпе пиҫсе куштӑрканӑ пичӗ темшӗн йӑл кулса тӑнӑ. Ытти артистсене курас тесен, бинокле ыттисен енне куҫармалла. Корчагинпа сывпуллашнӑ хушӑра Фёдор унӑн юрпа витӗннӗ калушӗ ҫине пӑхса шӑппӑн каларӗ: — Атӑ парса ярӑп. Эпӗ унран ыйтса пӗлме хӑтланса пӑхрӑм, анчах усӑсӑр. Вӑхӑт-вӑхӑт эп манса та каяттӑм ун ҫинчен, анчах ун пек чухне ӑна эпӗ алӑк патӗнче ҫеҫ тӑратса хӑварнӑ пек пулаттӑм, унтан вара тухаттӑм, тахҫан палланӑ пек тӗл пулаттӑм. — Пӑхас килчӗ-ха манӑн: премьера чӑнах та ытла та начар-и вара? — Акӑ, Елена валли хулӑн укҫи пулчӗ те. Пысӑк хуйха ӳкнипе Ковалев унӑн сӑнне те астуса илеймерӗ, хура фрак айӗнчен курӑнакан юр пек шурӑ кӗпе ҫаннисене ҫеҫ курса юлчӗ. Эсир каланӑ тӑрӑх эпӗ сывӑ, нимӗн енӗпе те сиенленмен ҫын пулас? Патшапа министр чӑтма ҫук ыратнӑран ҫӗр ҫине хутланса ӳкрӗҫ. Туратлӑ пӗрене ҫырмана урлӑ мар ӗнтӗ, шыв юххи май анаталла, пӗтӗрӗнсе тата вылянса юхса кайрӗ. Ют ҫынсем умӗнче чунӗнче мӗн пуррине йӑлтах кӑларса хурсан, вӑл юлашкинчен лӑпланса ларчӗ те, ҫунакан вут ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ. Хӗҫпӑшала тимлӗн тӗрӗслерӗҫ. Нимӗнпе чарайми айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттара пуҫларӗ. Ҫавна пула эпир халь пӗтӗмпех пулса ҫитнӗ тата нумай йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ нумай нациллӗ социализмлӑ патшалӑх туса ҫитертӗмӗр, унӑн ҫирӗплӗхне ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш пайӗнчи кирек хӑш нациллӗ патшалӑх та хапсӑнма пултарнӑ пулӗччӗ. Каясса кай та, анчах нумай тытӑнса ан тӑр унта. Ҫак кайранхи цифра, пирӗншӗн пулсан чи майлӑрах тесе, шута илсе хисеплесе кӑларӑпӑр. Хӑш чухне мана ҫавна мексиканецсем тунӑ пек туйӑнать. Хӑш чухне тата мана ҫавӑнта такам урӑх ҫын ӗҫлесе хӑтланнӑ пек туйӑнать. Игнат тӗксӗмленсе кайнӑ, куҫӗсем ҫиллессӗн ялтӑраса илнӗ. — Вӑт вара хӗпӗртемелле пулӗ, Том! Ҫапла эпир чирлӗскере хӑй хӳшшине кайса леҫрӗмӗр. * * * Студентсен пухӑвӗ пулса иртекен пӳлӗме кӗрсен, Артур чи малтан хӑйӗн ача чухне вылянӑ юлташне, Уоррен тухтӑр хӗрне курчӗ. Е вӗсем кун ҫинчен Сильвера систерсен, ахӑртнех, ӗҫ вуҫех урӑхла енне каятчӗ пулӗ. Анчах вӗсене, кирек мӗнле пулсан та шлюпкӑсем ҫинчен пӑрахса каймасӑр ларма хушнӑ пулас. Вӗсем лӑпланса ларчӗҫ те, вара пӗри каллех «Лиллибуллеро» киввине шӑхӑрса ячӗ. Унтан виҫӗ ҫывӑракан ача кровачӗсене асӑрхануллӑн йӑтса, библиотекӑна вырнаҫтарма хушрӗ. Ачасем виҫҫӗшӗ те — Рене Жан, Гро-Ален тата Жоржетта — тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрнипе пӗри те вӑранмарӗҫ. Разметнов, аллисемпе сулса, хаваслӑн кулса ячӗ. — Эпӗ хам ҫавӑрса пӑхнӑ-ҫке ҫав чула!.. — Теприсем чул юрланине те хӑйсем илтнӗ теҫҫӗ. Яков Лукич, вӗсене анкарти хыҫӗпе ҫавӑтса кайса, лапамра пӗр йывӑҫ ҫумне кӑкарса хӑварчӗ, хӑй Половцева чӗнме утрӗ. — Ӗнер каҫхине пулнӑ-и эсӗ унта? Курӑр-ха эсир, — енчен те ача апачӗ ҫине кӑштах пӑхӑр хушса пырсан, вӑл шӑмӑ ӳсессине чарать, ача вара карлик пулать, анчах та ҫынна ылтӑн парса пырсан — унӑн чунӗ пӗчӗкҫеҫ, вилӗ пек, резина пӳске пек кӑвак пулса тӑрать, унӑн хакӗ те пилӗк пус… — Ҫапла ҫав! Инҫетелле ян кайнӑ сасӑ илтӗннӗ пек:— Тӑраҫҫӗ, — терӗ амӑшӗ. Вӑл хӑйӗн куҫҫульне шӑлмарӗ: куҫҫулӗ хӑех типсе пычӗ. — А-а-а! Тӗрӗссипе каласан, архивра пин ҫултан каярахра ҫуралнисем ҫинчен ҫырса пынӑ кӗнекесене текех тытса усрамаҫҫӗ. Вӗсен лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пичӗсем тӑрӑх вӗсем вилме хатӗрленсе тӑни ним чул та палӑрмасть, Гленарвана итлесе вӗсем туземецсем умӗнче хӑйсене нимӗн те пулман пек тыткалама шутларӗҫ. Анчах пӗтӗмпех урӑхла пулса тухасран чунӑм ҫукчӗ манӑн, вара мӗн-пулнӑ пулаттӑм-ха! Ӗнен мана, Нестеренко юлташ! Ну, каччӑ, ҫураҫма хӗр тупрӑн та вара эсӗ! Вӑл кӑшт вӑтаннӑ пек пулса тӑнӑ та:— Ман патра хӑнасем пур, эпӗ вӗсене кӗтменччӗ, Павлуша, анчах эсӗ ҫапах та пӑрахса ан кай, — тенӗ. Инҫетерех! Ҫавӑн пек иртетчӗҫ ҫав Сивцев-Вражекри каҫсем — хамӑн ҫурҫӗре таврӑнас умӗнхи каҫӑмсем. Пулатпӑр, мадам, пулатпӑр. — Пыр ав — Маякин патне, ҫула ӑна, тен, пӗрер татӑк лекӗ! Ҫав вӑхӑтра ашшӗ виллипе ҫеҫ юлнӑ Марыся, ухмахланнӑ ҫын пек, инҫетре мӗлтлетекен ҫутӑ ҫине пӑхса ларчӗ. — Ҫырма хӑрушӑ тесе шухӑшларӑм, маларах килеймерӗм. Вӑл пӗлет-ҫке, итлесе тӑрать… — Кай та ертсе кил вӗсене: ан тив, апатланса пӗтерччӗр… пире те черккешер эрех паччӑр. Эпӗ вӗсене чылайччен нимӗнле сӑмах та хушма пултараймарӑм, ҫавӑнпа иккӗшне те иментертӗм пулмалла. Лежёне ҫуна ҫине кӗртсе лартнӑ. Вагон чӳречинчен пӑхса тӑракан Павела Лёля аллинчи шурӑ тутӑрпа Тайӑн ярӑмлӑ блузи чылайччен курӑнса тӑчӗҫ. Кӑвакарчӑн ами йӑвинчен вӗҫсе тухрӗ, пуля витӗрех тухнӑ кушак тӑпрас ҫине пуҫӗпе персе анчӗ. Ой, хӑраса вилсех кайӑн! Мартӑна эпӗ ӑнланатӑп, вӑл ӗнтӗ хӑй хӗрарӑм пулнипе хирӗҫлет, анчах Корчагин нимӗн пӗлмен ача пек, комсомолри ача пек пулма тӑрӑшать… Ах эсӗ, ватӑ каналья! Ҫӑвӑн пек йывӑрлӑх килсе тухнине пула, вӑл темӗн пекех ҫилленсе кайма хатӗрленсе тӑнӑ вӑхӑтра, камин ҫинчи пӗчӗк сехет иккӗ ҫапрӗ те Марта алӑка уҫса:— Яшка сӗтел ҫинче, — терӗ. — Судья ҫынтан пысӑкрах та ҫав вӑхӑтрах пӗчӗкрех те: унӑн чӗри ҫук, пулмалла та мар — ҫавӑнпа та вӑл пӗчӗкрех; ун аллинче хӗҫ — ҫавӑнпа вӑл пысӑкрах. Спектакль пӗтсен, ӑна сцена ҫине вунпӗр хут чӗнсе кӑларчӗҫ. Шыв ҫинче тискер ҫынсемпе тӗл пулни те хӑрушах мар. Тимӗр кӑвак лаша, ыттисене темскер хушнӑ пек, темиҫе хут кӗҫенсе ячӗ, ыттисем вара ҫийӗнчех ӑна пӑхӑнса кӗҫенсе илчӗҫ. Тата вӑл паттӑрлӑха, вӑя хисеплет… Пӗччен юлсан, эпӗ «Марусовкӑн» коридорӗсемпе унӑн хутлӑхӗсем тӑрӑх ҫӳреттӗм, хамшӑн ҫӗнӗ ҫынсем мӗнле пурӑннине сӑнаттӑм. Тусӑм питӗ тӗрӗс каланӑ-мӗн; чылай, чылай каярахпа кӑна, пурнӑҫра ӑна-кӑна курса, эпӗ ҫакна пӗлсе ҫитрӗм: сӑпайлӑн туйӑнакан, анчах кашни ҫынах хӑйӗн чӗринче пуринчен те пытармалли япаласем ҫинчен шухӑшлани ҫав тери сиенлӗ, вӗсем ҫинче калаҫни пушшех сиенлӗрех, тата ырӑ сӑмахсем ырӑ ӗҫсенчен сайра хутра ҫеҫ уйрӑлса каймаҫҫӗ. Эпӗ пӗр чӗрӗ чун та курмарӑм. Кунсем, мӑй ҫаккинчи шӑрҫасем пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса пычӗҫ, вӗсенчен эрнесем, уйӑхсем пулчӗҫ. — Сирӗн ҫырткалас та килет пулӗ? Ак мӗн иккен! — терӗ атте. — Эпӗ ҫав сунарҫа айӑплама шутланине ӑҫтан пӗлет-ха вара вӑл? — Унта курӑпӑр; тепле пулсан та, ют ҫыннӑн пӑсӑк пурнӑҫӗ ӑна пусса тӑма тивӗҫлӗ мар… — Аннен те ташламалла марччӗ, — хуллен те кичеммӗн ответлерӗ арӑмӗ, тенкел ҫине тӑрса ҫынсен пуҫӗсем урлӑ пӳлӗм варринчи тӑвӑр ункӑра ташлакансем ҫине пӑхрӗ; вӑл, сулӑнса кайса, Петра аллипе хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ. Бульба виҫе жидпа пӗрле пӳлӗме кӗчӗ. Апат-ҫимӗҫ каҫхи пеккиех, анчах ирхинехи вӑрманти уҫӑ сывлӑш хырӑма выҫтарса ҫиес килтерчӗ, ҫавӑнпа никам та апата тиркемерӗ. Вӑл чӗнмест. — Пӗлместӗп. Унтан яланах ҫу, пулӑ шӑршийӗ кӗрет; анчах унӑн хӑйӗн шӑрши, таса та лайӑх шӑрши пур, вӑл тин ҫеҫ каснӑ йывӑҫ шӑрши евӗрлӗ туйӑнать. Ҫийӗнче ун хытса кайнӑ сарлака хӗрлӗ кӗрӗк, пуҫне кӑвак йытӑ тирӗ тыттарнӑ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнса янӑ. Хӑвӑртрах! — Мӗн пултӑр иккен ун пек ҫынсене! — терӗ вӑл стаканри чейне ӗҫсе ярса, — тарса хӑтӑлнӑ! Тӑхтӑр-ха, эпӗ халех Микеле чӗнем. Вӑл Ольгӑна хӑйӗн шухӑшне ӗнентермелле, уҫҫӑн каласшӑн пулчӗ, анчах чӳрече ани ҫине, бегони курӑкӗн тискер кайӑк хӑлхисем евӗрлӗ ҫулҫисем хушшинче ҫакӑнса тӑракан илемлӗ чечексем ҫине пӑхса тӑрса, вӑл пӗр ӗнентерӳллӗ сӑмах та тупаймарӗ. 8. Асӑннӑ Ту-Этемӗн ик уйӑх хушшинче пирӗн алӑри ҫӗршыва пӗтӗм ҫыран хӗррипе утса ҫаврӑнса тӗрӗс виҫсе тухмалла, миҫе утӑм пулнине шутласа кӑлармалла. Чанах та мана паллаймарӑн-и? Унӑн ӗнерхи юлташӗсем ӑна тавралла сырӑнса илнӗ те хӑйсене хӑйсем чураллӑн тыткалаҫҫӗ; ӗнер вӗсем йӑлтах урӑхлаччӗ. Вӑрӑммӑн чаштӑртатса персе аннӑ сасӑ илтӗнчӗ. — Мм… да. Анчах ку ыйту шухӑшлаттарма пултарнӑ, мӗншӗн тесен папа влаҫӗпе канонически право ҫинчен вӗрентни чылай енӗпе республика конституцийӗпе граждански кодекса хирӗҫ пынӑ. Анчах Павел килте икӗ эрне пурӑнчӗ те каллех Киева, хӑйне ӗҫ кӗтекен вырӑна, тухса кайрӗ. — Ун пек пулса тухсан, мӗн тӑвас-ха манӑн? Сывлӑх сунма кӗтӗм. Ирландецшӑн пулсан, вӑл сӑмахсем чӗре ҫумне гинеяран пӗрре те кая мар ҫыпҫӑнчӗҫ. Турӑ ҫынни налой умӗнче тӑрать, вӑл майӗпен ман еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Сталин юлташ ҫав арифметикӑна тӗп-тӗрӗс шутласа кӑларнӑ та ҫапла каланӑ: кулака пурнӑҫран кӑларса пӑрахмалла! Пӑрахут капитанӗсем шутсӑр пуян, уйӑхне утмӑл доллара яхӑн илеҫҫӗ: япала хаклӑ пулсан та, вӗсем пӗртте кулянмаҫҫӗ, пурпӗр ӑна туянаҫҫӗ, кӑмӑла кайтӑр ҫеҫ… Ррраз!.. Серёжа вокзалра тӑракан «Дивизи политотделӗн агитпропӗ» тесе ҫырнӑ симӗс пассажир вагонне час-часах кӗркелесе тухать. Эпӗ унтан ҫивчӗрех чӗлхеллӗ ҫынна урӑх нихҫан та тӗл пулман. Хӑш-пӗр чухне пӗлӗтсем хупларӗҫ ӑна, анчах ҫил вӗсене хӗвелтухӑҫнелле хӑваласа ирттерсе тӑчӗ, вара каллех хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ. Ҫанталӑк аванланса пычӗ. «Пӗтет!» шухӑшларӗ Костя. Гек каллех Томран:— Пиратсем вӗсем мӑн тӑваҫҫӗ-ха? — тесе ыйтрӗ. — Ҫапӑҫма пуҫларӗ пулать эппин? Мартини, манӑн каймалла. Хурал пӳрчӗн пӗр кӗтесси Лещинскисен садне тухать, пӳрт тӑррин чи хӗрринех пырса пӑхсан, унтан пӗтӗм сад тата Лещинскисен ҫурчӗн пӗр аякки курӑнать. — Э! — тенӗ Джонни тепӗр хут, вара, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑнах: — Паян ман темӗн ҫиес килмест, — тенӗ. — Ним маршӑнах ҫавӑн пек пит лайӑх лашана пӑрахни. — Апла пулсан, Джим килӗшет пулсан, пакета уҫса пӑхар. Вӑл вара пакета хӑйӗн умне сӗтел ҫине хучӗ. Юрату ҫинчен Эпӗ, поэтсем пек, пурнӑҫа ҫулпа танлаштарас пулсан, ҫулӑн чи кара ҫаврӑнмалли вырӑнсенче эпӗ кирек хӑҫан та хама тӗрес ҫул кӑтартакан регулировщиксене курнӑ пулӑттам. Леш секундант халех килмелле-и? — Асту — эс кирлӗ мара калаҫатӑн… Вӗсем ун пеккине ӑҫтан пӗлетӗр эсир? Хӗр куҫҫульне шӑлчӗ. — Ҫук, тӗрӗссине калар: вӗсем иккӗшӗ те лайӑхскерсем! — терӗ вӑл чӗтренчӗк те ырӑ сассипе. Анне эрехне сутайман-ха. — Эх! Эсир, хатӗрлевҫӗ юлташсем, мана темшӗн шанчӑксӑр ҫынсем пек туйӑнатӑр. — Нимӗҫ пекех эппин? Ҫӗрле Половцев утне йӗнерлесе тӑратрӗ, хӑйӗн пӗтӗм хучӗсене пуҫтарса илсе урхамах хутаҫҫисене чикрӗ, ҫимеллисем илчӗ те сывпуллашса тухса кайрӗ. Вӑл вара — ҫулталӑкне ҫирӗм пилӗк миллион пулать. Паян ирпе Вера хӑй упӑшкипе пӗрле Кисловодска тухса кайрӗ. Ан ашкӑн, — терӗ Язь ашшӗ, чӗлӗм туртса. Кӗпер айӗ тӑвӑр, унта тӑват уран ҫеҫ упаленме пулать. Унтан йывӑҫсен тӑрринчен тулли уйӑх шуса тухрӗ. Йӑтса килтӗмӗр, — кирлӗ пулаҫҫӗ. Израилӗн мӗскӗн ывӑлӗсем, ахаль те хӑравҫӑ чунлӑскерсем, йӑлтах сехӗрленсе ӳксе пушаннӑ эрех пичкисене, кӑмакасене пытанса пӗтрӗҫ тата хӑйсен жидовкисен юбки айне те кӗрӗ-кӗре ларчӗҫ. Анчах козаксем вӗсене пур ҫӗрте те шыра-шыра тупрӗҫ. Нагульнов канлӗ ҫывӑрман пирки кӳпчесе кайнӑ пит-куҫне алтупанӗпе шӑлкаласа илчӗ те шухӑша путнӑн йӑл кулса ячӗ: — Андрюшка! Каҫхине вӗсене хӑв патна чӗнме пултаратӑн. Унпала пӗрле — ҫакӑн пек айӑппах иккӗмӗш хут ӗнтӗ — Захар Кириллов Робустов та, — мӑнтӑр, лутра, ҫап-ҫаврака питлӗ, вылянчӑк кӑвак куҫлӑ купец суда лекмелле… «Ҫавах, манӑн сана пемелле, эпӗ хамӑн пистолета пушатма килтӗм. Ситси те, хура сатинӗ те, тата ытти тӗрлӗ тӗсли те… Амӑшӗ унӑн питҫӑмартисем путса ларнине, куҫӗ тем пысӑкӑш пулнине, вӗсен айне хура йӗрсем выртнине курчӗ. Швабринӑн кӑштах французла кӗнекесем пурччӗ. Юри тӗлӗннӗ пек пулса ҫеҫ:— Мӗн тетӗн эс? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Пӗр хӗрарӑм ҫав экспедици ҫинчен ҫырнӑ отчетсене ыйтать, анчах вӗсене переплетчик илсе кайнӑ, — тесе ыйтрӗ. Мистер Трелони вучахри тимӗр решеткене тула илсе тухса, кӑмрӑка хӑйӑр ҫине сапса ячӗ. — Уйӑх ҫинче. — Мӗн тӑвас-ха ман санпа? Ҫимелли ҫукпа пӗрех. «Вӗҫетӗп, епле пулсан та вӗҫетӗпех!» — текен шухӑш янраса юрласа тӑчӗ Алексей пуҫӗнче, ыйӑха хӑваласа ярса. Алексей хӑйне тӑлласа лартнӑ лаша пек туйрӗ. Спайдер Хэджерти Ривэрӑн пуҫӗ ҫинчи ҫивиттине илсессӗнех хӗрхенӳллӗ сасӑсем илтӗннӗ. — Сирӗн паттӑрлӑх, мадам, мана питӗ тӗлӗнтерчӗ, эпӗ курми те пултӑм, — мӑкӑртатрӗ философ. Курӑк ҫийӗн ҫеҫ, хӑрушлӑхран тарса хӑтӑласшӑн пулнӑ пек, темле кайӑксем вӗҫкелесе иртеҫҫӗ. Анчах вӑл ҫакӑн ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Пурӑнма пултарас ҫук эпӗ сансӑр! Мстислав Сергеевич, манӑн пурӑнас килет. Эпӗ ылханлӑ ҫак тӗттӗмлӗхре пурӑнаймастӑп… Инсаров малтан килнӗ хыпарсене тӗплӗнрех ҫирӗплетсе паракан хыпарсем кӗтсе илме шутларӗ, хӑй вара ҫула кайма хатӗрленчӗ. Вӗсем мӗнпур кӗлетсемпе кладовойсенче ухтарса ҫӳрерӗҫ, колхозниксен тыррисене йӑлтах шӑлса кӑларчӗҫ, выльӑхне, чӑх-чӗпсене, хӗлле валли хатӗрлесе хунӑ пахча ҫимӗҫ таврашне туртса илчӗҫ. Яков Лукич кинӗ ун патӗнчен пушӑ чашӑк илсе тухма ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, тулта кӗҫӗн алӑк чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ. — Ухмах ҫын, алли кӗҫӗтет, ҫавӑнпа вӗлерчӗ те ӗнтӗ, — терӗ мучи. Коридор тӑрӑх пусма айӗнчи тӗттӗм чӑлан тӗлӗнчен иртсе пынӑ чух эпӗ ун ҫинелле пӑхрӑм та: «Савнӑ хӗрпе пӗрле ӗмӗр иртичченех ҫак чӑланта пурӑнма май килсен, мӗн тери пысӑк телей пулӗччӗ! — Ай-ай! Хӑрамасть те-и вара? Ун пек кӑмӑллӑ та лайӑх хӗре пӗтӗм станицӑра шырасан та тупас ҫук! Эпӗ вӗсене упрарӑм. Эсир чӗрӗ иккенне, эсир таврӑнасса пӗлсех тӑтӑм эпӗ. Ун пек тумӑп тесе малтан сӑмах паратӑр та кайран пирӗн ҫинчен коменданта систеретӗр, — терӗм эпӗ ҫилӗпе. Ҫав шӑтӑкӑн тӳпи айӗнче ҫара ҫерҫи кӗтӗвӗсем вырнаҫса пурӑннӑ, кашни кӗтӗвӗнче пиншер ҫара ҫерҫи пулнӑ. Ҫутӑ вӗсене хускатса янӑ, вӗсем темиҫе ҫӗршерӗн аялалла тапранса аннӑ та, йӗрӗнмелле сасӑпа чӗриклетсе, урнӑ пекех ҫуртасем патнелле чышӑнма пуҫланӑ. Вӑл витӗнсе ӗлӗкхи пек выртма хӑтланнӑ, анчах выртма пултарайман. Яков Маякин — лутра та ырхан, пӑрчӑкан пек йӑрӑ ҫын пулнӑ, вут-хӗм тӗслӗ хӗрлӗ сухалӗ унӑн савӑл пек шӳрекеленсе тӑнӑ. — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ Мэри, кӗҫӗн шӑлнӗ ҫине амӑшӗн куҫӗсемпе пӑхса, лешӗн чӑлтӑркка ҫеҫ куҫӗсем калав вӑхӑтӗнче вут пек ҫунса ялтӑраса тӑраҫҫӗ. Испани ҫыннисем ҫавсене хӗвелтухӑҫ тинӗсӗнчи утравсенче туяннӑ, анчах вӗсемпе хырӑм тӑрантма ҫук, вӗсене апат-ҫимӗҫ ҫине кӑна яма пулать, ҫимелли тесен вара вӗсен нимӗн те пулман. Ҫӑрттан мучи хӗрӳленсе ҫапла калаҫса пырать: — …Эпӗ, ухмах, шуйттан талпасне ӗнентӗм, хамӑн критикӑпа самокритикӑшӑн Кондрат мана чӑнах та вӗлерет тесе, чӑтма ҫук хӑраса ӳкрӗм, хам ӑшра шутлатӑп: «Кондрат аллинчи пуртӑпа шӳтлеме ҫук! Шыв кӑткӑ йӑвине ҫӗр ҫумӗнчен хӑйпӑтса тӳнтерсе ямӗ-ши-ха тата? Ку пуриншӗн те ҫав тери хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ. Ҫук, ун пек те мар: вӑхӑчӗ, тен, пачах пулман та пулӗ. Куна ӑнлантарса параймастӑн. Вӑл операци тӑвассине хирӗҫ каланӑ. — Шарламасӑр лармастӑп. Тӑшмансен лагерӗнче Вут пуҫҫин хӗрлӗ ҫути ҫуртӑн ӑш-чикне ҫутатрӗ те, эпӗ шикленни ҫинчен ҫирӗплетсе пачӗ. — Ҫук, эпир мар, — ответлерӗ летчик-капитан, — пирӗн юлташсемпе сирӗн юлташӑрсем. Хӗвелтухӑҫӗнче шуҫӑм йӑлтӑртатнӑ; ылттӑнӑн курӑнакан пӗлӗтсен картисем, патша тарҫисем патшана кӗтнӗ пек, хӗвеле кӗтнӗн туйӑннӑ; тӑрӑ пӗлӗт, ирхи уҫӑ сывлӑш, сывлӑм, йӑваш ҫил тата вӗҫен кайӑксем юрлани Лиза чӗрине пӗчӗк ача чӗрине савӑнтарнӑ пек савӑнтарнӑ; кама та пулсан палланӑ ҫынна тӗл пулас марччӗ тесе, вӑл утса мар, вӗҫсе пынӑ пек кайнӑ. Вӑхӑт пар кӑштах, Мускав ҫине кайсан, ку кӑна пулӗ-и? Городничийӗн сулахай урине юлашки вӑрҫӑра витӗрех амантнӑ, ҫавӑнпа вӑл уксахласа утать, утнӑ чух тата сулахай урине аяккинелле таҫта катана ярса пусать те, сылтӑм ури малалла пусӑнни пачах сая кайса пырать, ҫавӑнпа вӑл урисемпе мӗн чухлӗ васкаса ӗҫленӗ, ҫавӑн чухлех утти те унӑн ӳсӗнмен. Хальтерех ҫеҫ хырӑннӑран ӗнтӗ, Юргинӑн тӗксӗм сӑнлӑрах пичӗ ҫутӑлсарах тӑрать, вӑл походра пулнӑ чухнехинчен ҫамрӑкрах та хаваслӑрах пек курӑнать. — Ҫурма ухмахскер. — Ҫук, ахалех апла калатӑн! Унӑн ӑс-тӑнӗ — ҫирӗп. Эсӗ ху пурӑн, вара маттур пулӑн. — Ну вӑт, Ипполит пичче, мӗнле лайӑх пулса тухрӗ! Луиза ним те чӗнмен. Ӑнлантӑн-и? — Мана унта асӑрхаймаҫҫӗ! — хӗрӳленсех ӗнентерме тӑрӑшрӗ амӑшӗ. Сехрене хӑпартрӑн-ҫке пирӗнне! «Мӗн, вӑл качча тухнӑ-и? Эппин, итлӗр: хӑратӑп эпӗ, кун пирки вӑл хӑй сирӗнпелен калаҫма пултарать… Мӗнле ятласа тӑкнӑ пулӗччӗ вӑл ӑна, шухӑшлама хӑрушӑ! Эрнекун, июлӗн 10-мӗшӗнче каҫхине, хамӑр шутланӑ тӑрӑх, эпир Рейкиявикран виҫӗ ҫӗр километр хӗвелтухӑҫӗ енче, — ҫирӗм пилӗк километр тарӑнӑшӗнче пулмалла. Хирте ӗнтӗ виҫӗ танк ялкӑшса ҫунать: вӗсен тӗтӗмӗ оборона рубежӗ патнелле ярӑнса килет. Темиҫе ҫын апат-ҫимӗҫпе сӑра карҫинккисем патӗнче айкашнӑ; ҫурма кӑвак сухаллӑ ҫӳллӗ ҫын шурӑрах тӗтӗмпе йывӑррӑн пиеленнӗ вучах ҫине туратсем пӑрахнӑ. Юлашкинчен тата ҫакӑ та паллӑ: Америкӑра пӗлтерӳсенчи кашни сӑмаха ӑнланса илме йывӑр, мӗншӗн тесен унта пур япала та аван пек туйӑнать, анчах вӗсем ҫимӗҫсӗр, пушӑ япаласем ҫеҫ пулаҫҫӗ, хаҫатри рекламӑсем те ҫаплах: хӑш чухне вӗсенчи илемлӗ те пушӑ сӑмахсенче тӗрӗслӗхӗн пӗр пӗрчине те пулин тупаймастӑн. Ку — хуҫа-хӗрарӑм прогрессивлӑ пулнине уҫҫӑнах кӑтартакан паллӑ. — Яхно Озеров аллисене тепӗр хут силлесе илчӗ. Ермолай пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ. Сюрвилӗн пӗр шлюпкине вӑрличчен ӗҫсем аван пынӑ, ырӑрах пулма та пултарайман. Австралири Альпӑ тӑвӗсем Кӑнтӑрпа хӗвелтухаҫ еннелле каймалли ҫула темӗн пысӑкӑш барьер пӳлсе тӑрать. Ҫапах та чура сутуҫисем чылай услам пуласса кӗтрӗҫ: Африкӑри чура пасарӗсенче чурасен хакӗ чакма мар, ӳснӗ те. Лапшиновӑн тарӑхса ҫитнипе хуралса кайнӑ карчӑкӗ ура ҫине тӑчӗ. Анчах вӗренсе ҫитнӗ тарҫӑ унӑн сӑмахӗсене ӑнланман пулас, вырӑнтан та хускалмарӗ. Валька йытӑ юрататчӗ, Садовой-Триумфальнӑй урамӗнчи йытӑсем ӑна пурте хисеплетчӗҫ. Кимме ҫыннисемпе пӗрлех путарма шутласа вӑл унӑн тӗпне ҫапса шӑтарма кӑна тӑнӑччӗ, ҫак самантра Роберт сасартӑк:— Унта Том Аустин пур! Ку сире тӗлӗнтерет пулас. — Пӑхатӑп та эпӗ сана, тавҫӑруллах мар иккен эсӗ! Ачасем нумайччен сӑмахласа ларчӗҫ, анчах савӑнмалли нимӗнех те пулмарӗ. Врач эмеллет, пӑхакан хӗрарӑм сыватать: Симурден та ачана сыватнӑ. Анчах Давыдов, хӑй ӗлӗк матросра ҫӳренӗ чухнехи пек, питӗ сапӑр пулма тӑрӑшрӗ, пуҫне тайса, атӑ кӗлисене хыттӑн шартлаттарчӗ: — Асаннесем, сирӗн мӗншӗн ҫуран каймалла-ха ара? — Курмасть пулин те пӗлет, — терӗ буфетчик хуллен. Селиванов чӗнмест, сӑнран вара е апла, е капла улшӑнать. Эсир вӗсем харкашнӑ чух унта пултӑр-и? Эпӗ ҫав тери лайӑхмарлантӑм, хама хам чи путсӗр ҫын пек туйрӑм. Халӗ эпӗ унӑн урине чуптума та хатӗр, вӑл хӑйӗн сӑмахне каялла илтӗрччӗ ҫеҫ. Мэтр Лемерль хӑй вырӑнне ларнӑ, г-н председатель Буриш сӑмахсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса приговор вуласа панӑ: Жером Крэнкбиле ик эрнелӗхе тӗрмене хупмалла тӑвас, 50 франк штраф тӳлеттерес, тенӗ вӑл. — Хӑвӑр эсир камсем? — терӗ те Алексей, хӑйӗн вӑйсӑр сассинчен тӗлӗннипе урӑх чӗнмерӗ. Нумай ҫул хушши ӗнтӗ вӗсем Техас ҫыннисемпе те, мексиканецсемпе те мирлӗн пурӑннӑ. Тӗрме ҫынни йӗкехӳресӗр пулма пултараймасть, ун пекки пӗр тӗслӗх те ҫук. Вӗсем эшкерӗпех пулнӑ, тет вӑл, ак ку, сухалли, асли пулнӑ, утаманӗ эппин. Эпӗ суйрӑм: хамӑн французӑмпа уйрӑлнӑранпа уйӑх та иртменччӗ-ха. Анӑҫран каллех ҫумӑр ҫывхарать. Кирен: «Сывлама та пултараймастӑп», терӗ. Ҫак самантра фанфара сасси, хытӑ кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Вӑл сире чӑрмантарнӑ, тен, эсир эмелленекен йӗркене пӑснӑ. Ҫӳллӗ вырӑнтан пӑхнӑ чухне, оптика законӗсем тӑрах куҫ улталанипе, утрав хӗррисем ҫӳлерех хӑпарса тӑнӑ пек, варри аялалла путнӑ пек курӑнать. Анчах дон Сильвио Мартинец тӑванӗн хӗрӗ ӑҫта-ха? Давыдовӑн юлашки сӑмахӗсем Нестеренко кӑмӑлне уҫса ячӗҫ. Анчах вӑл кӑтартиччен малтан районӑн ҫурҫӗр чиккине тупса эпӗ тӗрӗсех палӑртрӑм. Пурте столовӑй еннелле кӗпӗрленсе утрӗҫ. Ҫав эпи-карчӑк халӗ те пурӑнас пулсан-и, эпӗ ӑна чӗрӗллех ҫисе янӑ пулӑттӑм!.. Богаделньӑсем, тӗрмесем, ухмаха ернисен ҫурчӗсем. Халь ӗнтӗ вӑл ҫав кунсене манса кайрӗ, анчах вӗсене пула ҫуралнӑ туйӑм сарӑлчӗ, тата ҫутӑрах та савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, чуна шаларах кӗрсе кайрӗ, чӗрӗ пулса, ҫутӑрах та ҫутӑрах ҫунчӗ. Назарка вӑранчӗ, калаҫкаласа илчӗ те каллех ҫывӑрса кайрӗ. Ашшӗ утса пынӑ ҫӗртех ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ: — Вӑхӑт ҫитсен юратӗҫ-ха. Пурте унран кулма тытӑнчӗҫ, йӗрмӗшке тесе мӑшкӑлларӗҫ, вӑл ҫилленчӗ те халех пӗтӗм вӑрттӑнлӑха кайса пӗлтеретӗп терӗ. — Андрей сулахай аллипе старикӗн шурӑ сухалӗнчен ярса тытрӗ, алӑка тапса уҫса ячӗ те Девяткина кӗпӗртеттерсе крыльца тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ. «Мӗн эсӗ, ухмаха ермерӗн пулӗ-ҫке?» — тесе хирӗҫленӗ ашшӗ. Паллах, вӑл Михаил Ломоносов мӗлкине те хускатса илетчӗ. Нимӗҫ пирӗн патӑрта, пирӗн ҫеҫенхирсенче чух мана ыйхӑ та, канӑҫ та, награда та кирлӗ мар; суран та, чир те ан тивтӗр. Бандӑпа пирӗннисем икӗ сехет хушши ҫапӑҫнӑ. Ҫак авӑкра Лосьпа Аэлита утса килни, вӗсен сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Пӗлесех килет пулсан, вӑл евангелири Христос, канонически правон пӗр сӑмахне те пӗлмен Христос, папа декреталийӗсем ҫинчен вӑл нихӑҫан та илтмен. Кам каларӗ сана ку Гошен тесе? «Тен, турӑ парӗ». Любӑра ахаллӗх, йӑвашлӑх нумай пулнӑ, ҫавӑншӑн ӑна Фома кӑмӑлланӑ, тата, хӗрӗн сӑмахӗсене пула, час-часах вӑл ӑна шелленӗ те: Люба ытла та тӑр кӑнтӑрлах аташса пурӑннӑн туйӑннӑ. Сильвер кашни сӑмаха ӗмӗтсӗр итлет. Ҫурма ӑсланнӑ пушхир ҫынни — Бен Ганн калавӑн тӗп геройӗ пулчӗ. — Йытӑ пӑхаканӗ?.. Мӗн тери лайӑх вӗсем, эсир каланисем! — кӑшкӑрса ячӗ пӑлханса кайнӑ Ромашов. Анчах, Ипполит Сидорыч, епле калаҫса илес-ха ман унпа? — Вӑл ирландеца пӗтерме хатӗрленнӗ. Анчах ӑна майлӑраххи ҫакланчӗ. Хирӗҫ чӗннине илтмесӗр, вӑл халӗ ӗнтӗ ҫак асар-писерлӗх хӑҫан пӗтессине те кӗтме пӑрахрӗ, хускалмасӑр ларчӗ. Ӗненетӗн пулсан, шухӑшлама кирлӗ мар. Пӗр-пӗр вырӑн йышӑнасахчӗ. Королӗн икӗ енче те хӑмпӑ ҫыхнӑ патак тытса икӗ ҫамрӑк тарҫӑ тӑраҫҫӗ. Король задачине шутласа кӑларнине курсанах пӗр тарҫи ӑна хампипе тутинчен, тепӗр тарҫи сылтӑм хӑлхинчен ерипен те хуллен ҫапса илчӗҫ. Король ыйхӑран вӑраннӑ пек ҫӳҫенсе илчӗ те, мана тата манпа пӗрле килнӗ ҫынсене курчӗ. Пӗринсӗр пуҫне пурте пур. Ытала мана мӑйран, ан хӑра. Эсӗ марччӗ-и? Ах, тӑшман эсӗ, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Пӑрахах ара, сансӑр пуҫне те пурӑнӑп-ха! Зеб Стумп хӑйӗн ватӑ кӗсрипе аран ҫеҫ вӗсене хуса ҫитсе пынӑ. — Мӗн пуплетӗн эсӗ? Терек леш енче, аулта тӗтӗм курӑнать, тусем вара… Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫак паллӑ калаҫу чарӑнчӗ те, нимӗҫ профессорӗ Исланди профессорне хӗрӳллӗн тав турӗ. Саша, хӑйӗн япалисене пуҫтарнӑ май, вӗсене ним тирпейсӗр тӗрткеленӗ. Атьӑр-ха, ҫывӑрма выртар, — терӗ Егор, йӑвашшӑн кулса. — Сӑмахпах хӑвна ху ирӗке кӑлараймӑн… — ассӑн сывласа асӑрхаттарнӑ Фома. Ҫак ту хырҫи урлӑ пачах та каҫма ҫук, мӗншӗн тесен ту тӑррисем пурте — ӗҫлекен (сӳнмен) вулкансем. — Вара. Ливорнӑран каяс умӗн сана лайӑхрах канма хистемеллеччӗ иккен. Марыся пӑхса илчӗ те унта, шыв ҫине йӑрӑм пӑрахса, чӑнах та ҫутӑ мӗлтлетнине курчӗ,— Кларксвилтен килекен кимӗ вӑл! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Ӑмӑрткайӑк. Арҫын пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ, Рыбин умӗнче чарӑнса тӑрса пуҫне ҫӗклерӗ. — Ку, акӑ, тӑванӑм, кӗнеке-тӗк кӗнеке, — каҫса кайса вулатӑн! — катӑк шӑллӑ тутине йӗрсе, вӑйлӑ пуклак аллисене саркаласа, кулса ячӗ. Тимӗрҫӗ ун умне чӗркуҫленчӗ те йӑлӑнма тытӑнчӗ: «Каҫар, батько! ан ҫилен! акӑ сана саламат; хӗне, мӗн чухлӗ хӗнес килнӗ таран, хамах парӑнатӑп: пуриншӗн те ӳкӗнетӗп; хӗне, ан ҫилен анчах! эс тахҫан ман ҫӗр айӗнче выртакан аттепе тӑван пек пурӑннӑ вӗт-ха, ҫӑкӑр-тӑвар пӗрле ҫинӗ, магарычне те пӗрле ӗҫнӗ». Ун патӗнче, пӗр уйрӑлмасӑр пекех, Фрося санитарка ларать. — Эсӗ начар шухӑшласа кӑларнӑ, тӗлӗнтермӗш, — терӗ хуҫа. — Вӑл ӗнтӗ, йӗкӗт, упӑшкинчен уйрӑлса кайрӗ. — Эппин, Дэви теорийӗ ку таранччен тӗрӗсе тухса пычӗ пулас? Савӑнӑҫлӑ тӳп-тӳрӗ тути хӗррисем ҫийӗн сайра мӑйӑхӗ кӑтраланать. Хӑш-пӗр стариксем, ҫакӑн пек иртӗхме юрамасть тесе, ӳпкелешсе те илчӗҫ. Мэри Грантпа Элен капитаншӑн куҫҫуль тӑкас ҫук. — Юлташӑрсем килчӗҫ ав сире курма. Вяземски княҫ, шӳт туса, диктатор теекен ҫыннӑн должноҫӗ чӑннипе мӗнле-ха? Влаҫшӑн ӳксе вилет, темле усал-ҫиллес те мӑнкӑмӑллӑ-каппайчӑк вӑй унра. Ҫав вӑхӑтрах тата хӑй — питӗ ырӑ, калама ҫук ҫепӗҫ, ытарса тӑранмалла марскер. — Апла пулсан, эпир веҫех пӗлетпӗр? — тесе ыйтрӗ Элен. Эпир ҫула тапранса кайнӑ тӗлтен унӑн икӗ тӑрри сӑрӑ пӗлӗт ҫинче мӗнле мӑкӑрӑлса тӑнине курма май килмерӗ, кунтан ҫак пысӑк тӑвӑн тӑррине хупласа илнӗ шап-шурӑ юр ҫӗлӗкӗ анчах курӑнать. Ӑшӑ куртка та, тӑм илме ӗлкӗрнӗ урисене Федор парса янӑ ҫӑматта тӑхӑнни те ӑна ҫӑлса хӑвараймарӗ. Темшӗн мана анне вилтӑпринчен ҫак юлашки ҫулсенче нимӗнех те сыхланса юлман пек туйӑнчӗ. Акӑ ҫынсем… Зиночка конторӑри хӑйӗн ӗҫӗсене пӗтерсенех, хӑйне коридорта унӑн вӗренекенӗ кӗтсе тӑнине пӗлнӗ. Тӑрса лартӑм та, мӗнпур вӑйӑма пухса, ишме тытӑнтӑм. Ку хутӗнче вӗсем ӑна хыттӑн туртӑнтараҫҫӗ. — Мӗнле те пулин тумтир тупас тетӗп. Фома пукан ҫинчен тӑнӑ та, кулкаласа:— Ыран ярӑр вексельсене… халех вӗсенпе йӑлтах тӳлетӗп… — тенӗ. — Питӗ аван… — Паянах эпӗ пӗтӗм шӑтӑксене пӑкӑласа тухатӑп, — терӗ Сайлас тете, вӑл питӗ кулянать пулас. Аллине кӗсйине чикрӗ те унта хут укҫасене кӑштӑртаттарчӗ. Ҫапах эпӗ сире ӗненместӗп. — Егоров! Турӑ йӗрки ҫавӑн пек… Аҫуна, аннӳне хисепле… Унта-кунта ҫӳренӗ хыҫҫӑн амӑшӗ Николай патне ҫул ҫинче курни-илтнипе хӗпӗртесе, хӑй тунӑ ӗҫшӗн кӑмӑллӑ пулса таврӑнчӗ. Мустангер каллех шпорӗсемпе хыттӑн чышнӑ. Ют ҫын ӗҫлетӗр те, пӗр тӑвана, тӑван юна аяккалла тӑратса хӑвармалла-и? — терӗ. Площаде ҫӗршер качака, сысна, ҫинҫе ҫӑмлӑ, хӳри айӗнче ҫу хутаҫҫиллӗ — курдюклӑ сурӑх, вӗсене, тен, тутар ҫеҫенхирӗсенчен хуса килнӗ пуль. Кунтах тем тӗрлӗ вӗҫен кайӑк — чӗрри те, пусса тирпейлени те; тӗрлӗрен пулӑ. Астуса ил-ха! Кӑвар пек йӑлкӑшса ларӗҫ. Ҫамрӑк манахӑн ҫиллесрех сӑнне тата вӑл ҫӑрана мӗнле тытса тӑнине шута илсен, ҫакна пӗлме пулать: ачасем господасем хыҫҫӑн чан ҫапакан хутлӑха улӑхасшӑн, анчах лешӗ вӗсене хӑвалать. Январӗн 12-мӗшӗнче шурӑмпуҫӗ килсен, ҫулҫӳревҫӗсем халичченхи чун хавалӗпех ҫул ҫине тапранчӗҫ. Ялан ҫурҫӗр ҫилӗ вӗрсе тӑнипе ҫур кун ытлашшипех ҫулҫӳревҫӗсем ҫак феномена сӑнарӗҫ. — Эсех-и ку? Кала! Каламасан перетӗп! — тесе кӑшкӑрать пире тахӑшӗ. Ҫак самантра хӳме тӑрринче пӗр мӗлке курӑнса кайрӗ. Хӳме ҫинчен ӑна чӳрече патӗнче тӑракан часовой та, пӳртри ҫын та лайӑх курӑнать. — Чейсемпе те сахӑрсемпе аппаланса ларма вӑхӑт ҫук пирӗн, — терӗ Кузьмичов. Ытти ҫулҫӳревҫӗсем, ҫав вӑхӑтра ҫыран хӗррине тухма ӗлкӗрнӗскерсем, Талькавӑн аллисене ӑмӑртмалла пырса чӑмӑртаҫҫӗ, хӑйсене ҫул кӑтартса пыракан савнӑ ҫынна ҫӗнӗрен тӗл пулнипе вӗсем халӗ пурте телейлӗ. Икӗ клоун хушшинче калаҫу пуҫланчӗ, вара Пӑван, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулса, ура ҫине тӑчӗ. Майӑн тӑваттӑмӗшпе пиллӗкмӗш кунӗсенче вӑл каллех колхозсенче пулчӗ, майӑн улттӑмӗшӗнче колхоз урапи ҫине ларса таврӑнчӗ. Пуҫ ҫинче хырсем хускалса хӑрушшӑн шавлама, йынӑшса кашлама пуҫларӗҫ. Андрей сайра хутра малтанхи арӑмне аса илкелерӗ, анчах ҫав асаилӳсем халь ӗнтӗ малтанхи пекех чӗрене касса ыраттарми пулчӗҫ. — Вӑл йӑнӑш пулчӗ. Анчах Мунчо ун аллине чавси тӗлӗнчен хытӑ ярса тытнӑ та вӗҫертмесӗр тӑрать. Ашшӗ ӑна Корчагин организмӗнчи чире чармалли япалана медицина халиччен те тупайман, тесе пӗлтернӗ. Тӑма та вӑхӑт — вӗт эпӗ шӑнкӑрав сасси пуличчен вӑранмалла тесе хама сӑмах панӑ. Ҫак ҫӗнӗ галерея айлӑмалла кӑшт ҫеҫ тайӑлнӑ, пӗртте чӑнкӑ мар. Жигалов пӗтни кӑна мар вӑркатать халь ун чӗрине. — Намӑса пӗлӗр, Том Сойер! Эсир, паллах, ман ҫинчен элеклесе кӑтартатӑр, вара… мӗн тӑвас-ха манӑн? Мӗн тӑвас-ха манӑн? Ямшӑкӗ те, хуҫи те силленнӗ, сиккеленнӗ, иккӗшӗ те темӗншӗн малалла пӗшкӗннӗ — вӗсем лашипе пӗрле пӗр пысӑк хура чамӑртак пек курӑннӑ. — Юрий Алексеевич, — ҫаплах чӗвӗлтетрӗ Петерсон, — сире пӑлӑртнӑччӗ пулас вет-ха паяна? Пирӗн модель ҫинче панулмин хӳреллӗ енӗ ҫурҫӗр полюсӗ пултӑр; ҫапла майпа эсӗ пӗр полюсран тепӗрне ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн. Ҫӗҫӗ ӗнтӗ кивелнӗ, хӑйранса пӗтнӗ, анчах айккине ҫыпӑҫтарнӑ чулсем хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн ялкӑшаҫҫӗ, икӗ ҫӗҫӗсӗр, отверткӑпа штопорсӑр пуҫне унта тата пит лайӑх пӗчӗк хачӑ пур. Пӗр урара — хам пушмак, тепринче — хӗрарӑмӑн, — вӑт татса пама ҫук ыйту!» Ачасене ачашланӑ чух вӑл чӗлхесӗр ҫын пек ларатчӗ, арӑмне те ним чӗнмесӗр хӗнетчӗ. Вӑл ман сӑмахсене тимлӗхсӗр итлерӗ пулас, хирӗҫ тӗлсӗр-пӑлсӑр кӑна тавӑркаларӗ. Эпӗ шӑнса ӗнтӗркенӗ, хӑвӑн тутусене манӑн пӑнтӑх ҫӑвар патне ҫывӑхарт та ман ҫинелле сывла», — тет. Эпӗ ӑна икӗ алӑпа мӑйӗнчен ярса тытса няня патне хӗпӗртесе йӑтса кайрӑм. — Эпӗ-и? Вӑл куҫхаршисене хаяррӑн хускаткаларӗ, анчах унӑн тӗссӗр куҫӗсем шывланнӑччӗ, шатра пичӗ мӗскӗн сӑнлӑччӗ. Ҫав тери ҫутӑ ялтӑрупа та тӗп-тӗрӗссӗн ҫаврӑнса килчӗ минутлӑха Ромашов патне ӑстӑн. Эпӗ кӗрсен пурте шӑп пулчӗҫ: сӑмах ман ҫинчен пынӑ пулас. Анчах мӗн юлчӗ-ши тата унӑн калавӗнче каламанни? Уэлдон миссис та, Дик Сэнд та, Геркулес та ним шутлама пӗлмерӗҫ. Уйӑхлӑ каҫ Хӗвелтен килекен ҫутӑ пирӗн куҫа икӗ хут ӳксе курӑнать: Хӗвел ҫути малтан Уйӑхран Ҫӗр ҫине ӳкет, унтан вара Ҫӗр ҫинчи япаласем ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пирӗн куҫа курӑнать. — Манӑн хаклӑ ачам, капитанӑм! — терӗ Уэлдон миссис, ӑна алӑ тытса. — Ку пулма та пултарать, — лӑпкӑн тавӑрчӗ атте. — Французла калаҫать-и вӑл? Павелтан ҫакна тума килӗшни ҫинчен ыйтаҫҫӗ. Павел врачсем мӗн шутланине пурне те тума ирӗк пачӗ. Эсир унта, ҫамрӑк господинсем, кирек мӗнле чееленсен те, ҫапах та Парацельсий старик: in herdis, verdis et lapididus… тесе тӗрӗс каланӑ… Хам пулсан ним мар ҫакса вӗлерттернӗ пулӑттӑм. «Вула, вула» — терӗ голова. Молчун ҫине яланах вӑл ӑшшӑн, кӑмӑллӑн пӑхать, ҫав ҫыннӑн хӑватлӑ вӑй-халне калама ҫук хисеплет. Вӑл хӑй чарусӑрла хӑтланнӑшӑн аванмарланнӑ пек пулчӗ, анчах унӑн сывлӑша шавлӑн сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларнӑ ҫӳхе сӑмса шӑтӑкӗсем ҫавах-ха сарӑла-сарӑла хӑпарчӗҫ те чӗтӗрерӗҫ, хура куҫӗсем, тарӑхупа илемсӗрленнӗскерсем, ҫакӑнти ҫынсем ҫине ҫамка айӗпе чӑрсӑррӑн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. — Сыв пул, анне! — Ман пуҫӑм мӗнле? — Дубровскин, — терӗ ӑна хирӗҫ Верейский, — мӗн? ҫав чаплӑ вӑрӑ-хурахӑн-и? Андрее пӑхса илсе, вӑл пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Унта ҫӗрле пулас умӗн лачкам йӗпеннӗ, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ тӑватҫӗр ҫын кӗрсе выртать. Ҫынсем тумтирӗсене алӑк умӗнче пӑраҫҫӗ те, вӗсем ҫинчен пӑтранчӑк шыв шапӑртатса юхать. Ҫав ӑнран яракан сасӑсем тискер ӑйӑрсем хушшинче чарусӑр ҫапӑҫу пыни ҫинчен пӗлтернӗ. Кай кунтан, апат хатӗрле. Анчах вӑл чӑнахах та ялтан ӗмӗрлӗхех тухса кайнӑ пулсан? Эсир пӗччен, офицерсен обществи вара — пысӑк йышлӑ пӗр-пӗтӗм ҫемье. Юргин Андрей кун пеккине нихҫан та курман. — Вӑл мана кунта ӑсатрӗ. Шӑнкӑрав кӑра шӑнкӑртатрӗ. — Ҫук, ӑҫтан пӗлем эпӗ? — Абрексене тытма каятпӑр, бурунсем хушшине кӗрсе ларнӑ. Сирпӗнӳсен шутне ҫеккунтсерен сахаллатса е нумайлатса — аппаратӑн ҫӗкленӗвӗпе ӳсӗмӗн хӑвӑртлӑхне йӗркелесе тӑма пулать. Вулама пӗлетӗн эсӗ. Вӑл пирӗн пӗтӗм ӗҫе пӗтерме пултарать… Кунӗ самаях шӑрӑх тӑратчӗ, вӑл унсӑр та аванах ҫӳретчӗ ӗнтӗ, анчах хӗр умӗнче плуг хыҫҫӑн пилӗк таран ҫарамас ҫӳреме вӑл ниепле те пултарайман. Эпӗ ҫаврӑнасшӑн пултӑм, анчах пултараймарӑм. Амӑшӗ ывӑлӗнчен кулӑшла хӑранӑ евӗрлех, Петр хӑй те ун умӗнче именнине туйнӑ. Эпе пӗр йӗкӗте пӗлеттӗм. Порайка ятлӑччӗ вӑл. Вӗлерни ҫинчен асӑннине илтсенех, унӑн чӗри кӑртах сикрӗ. Хӑйӗн чунӗ таса мар пулнӑ пирки унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ. «Манӑн умра ахальтен мар пулӗ ҫавнашкал сӑмахлаҫҫӗ, мана тытма тӑрӑшаҫҫӗ пулӗ», — терӗ вӑл. Ҫав ҫынна вӗлертни ҫинчен вӑл мӗн те пулин пӗлнине ҫынсем ӑҫтан чухласа илме пултараҫҫӗ-ха? Акӑ сире хӑвӑрӑн ҫӗнӗ хисепӗре кӑтартакан паллӑ, — хушса хучӗ вӑл, ман куртка ҫухи ҫумне роза тирсе, — эпӗ сире кӑмӑлланине пӗлтерекен паллӑ. Анчах куҫ умӗнче юр урлӑ та пирлӗ ҫавӑрттарман пулсан, Чуб мӗнле утнине чылайччен курма пулатчӗ. Хуҫи кӑна паян уҫӑ кӑмӑллах марччӗ пулас. Индеец тесе шутланмашкӑн тӗксӗм сӑнлӑ ӳт-тир, тата пуҫа тӑхӑнмашкӑн ут хӳринчен тунӑ парикпе пӗр ҫур дюжина тек ҫеҫ кирлӗ. (Бомбардировкӑн иккӗмӗш кунне вилнӗ ҫын ӳчӗсене бастионсем ҫинчен илсе тирпейлеме те ӗлкереймен, ҫавӑнпа та ҫав вилесене, батарейӑсем патӗнче ан чӑрмантарччӑр тесе, канава пӑрахса пынӑ). Хӑвӑртрах килӗр. Долиннике кӑларса янине вӑл чухласа та илеймерӗ. Вӑл паян кунӗпех пулмасть. — Ҫавӑнта, ӳслӗк чирӗпе. Ун пек ҫын пӗр-пӗр япалине илсе тӑхӑнас умӗн вара мӗн чухлӗ сӑмах-юмах, канашсем пани, иккӗленсе калаҫни, тавлашни пулмарӗ-ши… Эпӗ ура ҫине сиксе тӑтӑм, куҫсене шӑлса илтӗм те, стена ҫинчи бойница патне чупрӑм. Вара эпӗ вӗсене лӑпкӑн кӑна: «Ларӑр, ларӑр, ырӑ ҫынсем! Вӑл ҫырӑва эпӗр, ӑна ҫыракан хӑйӗн вилнӗ тусне асӗнче пархатарлӑ тытса тӑнине тата иккӗшӗ ытах та туслӑ пулнине кӑтартакан хаклӑ хут вырӑнне хурса, унӑн тусӗн пурӑнӑҫне ҫителӗклех кӑтартса паракан хыпар вырӑнне хурса, нимӗн улӑштармасӑр, нимӗн асӑрхаттарнисемсӗр, ҫаплипех пичетлетпӗр. Сивӗнсессӗн — каллех яра пар! Хайхи — ҫухални? — Ҫук, шапасем. Хирӗҫ пеме валли уйӑрнӑ ҫур минут иртсен, Ромашов подпоручик тӑшманне тавӑрма пултараймасси палӑрчӗ. Ҫакна курса, Ромашов подпоручик секунданчӗсем тытӑҫу вӗҫленнӗ тесе шутлама сӗнчӗҫ. Пурте килӗшнипе вара ҫапла турӑмӑр та. Франци горизонтӗнче ялкӑшса тӑракан ҫӗнӗ ҫӑлтӑр, чечекленсе тӑракан ҫамрӑк пурнӑҫ хӑпарать — ҫав ҫамрӑк пурнӑҫӑн малашнехи кун-ҫулӗ ун аллинче пулать, ҫакӑ ӗнтӗ Симурдена тата ытларах хаваслантарать. Тӗнче ялан илемленсех пырать! Ҫав тӗллеве пурнӑҫлас шутпа хӗрсем суйлаттӑм, — малалла калама пуҫларӗ вӑл. Ялтӑр ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ ҫав кун Соломон, Ливан ҫурчӗн залӗнчи трон ҫинче ларса, хӑй патне килне ҫынсемпе судсем тӑва-тӑва ирттернӗ. Вӗсене хӑйсен ӗмӗчӗ ҫунатлантарса пычӗ, вӗсем хытӑран та хытӑрах интересленсе тата хытӑрах тӑрӑшса ӗҫлерӗҫ. Унӑн поместьинче кайӑк-кӗшӗк нумай, ҫуртне Франци архитекторӗн планӗ тӑрӑх тунӑ, ҫыннисем акӑлчанла тумланса ҫӳреҫҫӗ, вӑл чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ирттерет, хӑнасене кӑмӑллӑн йышӑнать, анчах ҫапах та ун патне питех хавасланса каймастӑн. Базаров мӑнаҫлӑн тӳрленсе тӑчӗ. — Мӗнех вара? Эпӗ кухня патнелле иртрӗм, тахҫан вӑл пӗр вӑхӑтрах столовай та ачасем пурӑнакан пулӗм теччӗ. Хӗре вӑл ҫуна ҫине ларма, чӗркенӗ япаласемпе шкатулкине хума пулӑшнӑ та тилхепине ярса тытнӑ, лашасем ҫил пек хускалса кайнӑ. — Ку санӑн хӗрӳ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ станца пуҫлӑхӗнчен. Алӑка астуса тӑр. Герой!.. — шӑл йӗрсе илнӗ Фома. Вӑл ӗнтӗ офицер, пӗлетӗр-и? Учитель ман ҫине пӑхать. — Ӗлӗк эпӗ, хамӑр участока йышӑнса ҫирӗпленсе ларнӑ хыҫҫӑн, малтан вырӑна сӑнаса тухаттӑм, пурне те асӑрхаттӑм, хӑнӑхаттӑм. Аркатса тӑкнӑ тӑшмана шуррисем яланах хыҫран хӑваланӑ, кӑваккисем — нихҫан та ун пек туман, мӗншӗн тесен пӗтӗм ҫӗршыв вӗсене хирӗҫ пынӑ. Васьӑн ҫаврака янахӗ, унӑн тӗксӗм те калама ҫук ҫивчӗ куҫӗсем, ҫӑварӗнчи пулӑ хӳри, ырашпӑтрине вӑл мӗнле ачашшӑн чӑмлани — ҫаксем пурте ӑна пӗр-пӗр чӗрчун евӗр кӑтартрӗҫ. Анчах мӗн тесен те Валька — Валька кӑначчӗ-ха, Ромашка та — Ромашка ҫеҫчӗ. Кунта Давыдов пачах кӗтмен ҫӗртен ӑна Устин пулӑшрӗ: Нечаевӑн самӑр та ҫӳллӗ арӑмӗ патне хыҫалтан йӑпшӑнса пырса, вӑл ӑна самантрах ҫӗклесе илчӗ те, кулакан хӗрарӑм хӑйне ҫапкаланине асӑрхамасӑр та тенӗ пек, ӑна пысӑк урапа патне чупсах ҫӗклесе пычӗ, хыҫала сыхлануллӑн лартрӗ. Пурнӑҫра ан кансӗрлетӗр, лайӑх пултӑр тесе ача ҫуратассине хирӗҫ вӗрент — ӑна тума пулать. Вилесене касса пӑхрӗҫ. Хопровпа Лапшинов кӳршисене ыйтса тӗпчерӗҫ. Чӑн та чан ҫапнӑ пекех илтӗнет. Мӗн пурӗ вунтӑватӑ пин пӑшал пырса панӑ-мӗн. Ку япала ҫине пӑхма хурлӑхлӑ, анчах вӑл пире суднона кунта тӑратма май пурри ҫинчен ҫирӗплетсе пачӗ. Пырне лаклаттарсах юлашки татӑкне ҫӑтса ярсан тин Яков Лукич ҫине хӑйӗн ӳсӗрӗлсе кайнӑ, унччен малтан кӑна нимӗн тума пӗлмесӗр йӑлтӑртатса тӑнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ хӑйсен ҫутине ҫухатнӑ куҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗ. Уйӑх ерипен ҫаплах ҫывхарса пырать. Сӑмах каласа пӗтерес умӗн кунти ҫынсен йӑли тӑрӑх аслӑ патша ҫемйинчи аслӑ ҫынсене кӑмӑла каякан илемлӗ сӑмахсем хушса каларӑм. Пирӗн промышленноҫ ун чухне, уйрӑммӑнах йывӑр промышленноҫ, хапсӑнмалӑх япала пулман. — Вӑт, ку шанчӑклӑ пулать, — ун хутне кӗчӗ Умрихин. Ӑҫта капитан? — Эй турӑ! Стручков ҫав нимӗҫ пӑлханнипе хӑйӗн шлемне пуҫӗнчен хывса пӑрахнине курнӑ, унӑн сарӑ та вӑрӑм, ҫамки ҫинелле пӗтӗрӗнсе анакан ҫӳҫӗсене те курма ӗлкӗрнӗ. Тӑватӑ пӳлӗмрен тӑракан уйрӑм ҫурта поэтикӑллӑ ят панӑ: «Маркитта». Фома биржӑра, пинсемпе ҫавӑрттаракан хисеплӗ ҫынсен йӑславӗпе калаҫӑвӗ хушшинче, пулма юратнӑ; хӑйсенчен чухӑнрах промысла ҫыннисем ӑна хисепшӗн алӑ тытни, вӗсем унпа, Фома Гордеевпа, калаҫни унӑн кӑмӑлне илӗртнӗ. Ку сасӑ хӗн курнипе хирӗҫекен тискер кайӑкӑн юлашки чӗре сасси пек илтӗнет. Ун ҫумне пырса ҫыхлан кӑна, кайран ҫут тӗнчене те курассу килми пулӗ!» — шухӑшласа илчӗ Яков Лукич, тӑкӑрлӑкалла асӑрханараххӑн пӑрӑнса кӗнӗ май. — Эсӗ мана ҫапла мӑшкӑл тума-и? — Ҫапла, эпӗ ӑна пӗлетӗп. Хӑҫан? Вӑл мана ярасшӑн мар, анчах эпир хамӑр шухӑшран чакмарӑмӑр. Вӑл шуса пырсах сулла салтасшӑн пулчӗ, эпир ӑна апла тума памарӑмӑр. — Пар-ха мана ливольвертне, Макар, — куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, пыр тӗпӗнчен тухакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ кӑштах чун кӗнӗ Щукарь мучи — Пар-ха, халь, чӗрем ҫунса тӑнӑ чухне! Эпӗ ӑна кил хуҫи арӑмӗ-мӗнӗпе пӗрлех вӗлерсе хӑваратӑп!.. Ҫав хушӑра Давыдова ҫавӑтса пӳрте кӗме пулӑшрӗҫ, хура юн кӑпӑкланса, сӑрхӑнса юхакан суранӗ йӗри-тавра ҫӳҫне касса ҫаратрӗҫ. Джемма минтер айӗнчен аллине кӑларма хӑранӑ пирки пӑшӑлтатса: «Кайса сут тӑвӑр-ха маншӑн!», терӗ Санина. Анчах пӗр сехет ҫурӑ тӗлнелле нимле перопа та ҫырса памалла мар тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. — Рада, Станка, шӑратӑр-ха пӗр-пӗр юрӑ, ан тив, каччӑсем вӑтанса тӑччӑр. Марийка ҫийӗнчех чӗнмерӗ. Малтан иксӗртен хӑшӗ ӑна ҫӗмренпе кӑкӑрӗнчен тӗлтерех тивертнине пӑхӑпӑр, унтан сирӗн ӗҫӗре татса парӑпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫав пиччене шыраса тупасси кӑна юлать. Ҫӑкӑрӗ унӑн Мускавра илниех пур-ха, сардинисем — Португалирен трофей вырӑнне илсе килнӗскерсем, тискер козуля уринчен тунӑ авӑрлӑ фин ҫӗҫҫи те трофейнӑй пулнӑ. Талькав асӑрханӑ хум рысак пек кустарса пырать. Вӑл вӗсемшӗн герой, тепӗр тесен тӳррипех калас пулсан, геройсем урӑхла пулмалла, тесе шутлатӑп эпӗ: геройӑн калаҫма пӗлмелле мар, герой вӑкӑр пек мӗкӗрмелле; калаҫас вырӑнне мӑйракипе тӑрӑнтарать те — стенасем ишӗлсе анаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑркалама май ҫук, унтан ытла, тарса хӑтӑлма та ҫук. Вӑл — пирӗн кварталти аслӑ городовой; ҫӳллӗ, типшӗм, старик, хӑй ҫине медальсем ҫакса тултарнӑ, сӑн-пичӗ унӑн ӑслӑ, кулли — кӑмӑллӑ, куҫӗсем — чее. Ҫаплах-шим ку? — Вӑл ҫунтарма кӑна юрӑхлӑ. Вӑл тӗп мастерскойсенчи рабочисен ушкӑнӗн ӗҫӗ юханшыв ҫинчи порт коллективӗн секретарне мӗншӗн чӗре патне пынине лайӑх пӗлет. Йӑмӑк ман ҫӑмӑл ыйхӑллӑ. Никама та паллӑ мар… Анчах манӑн ҫӗкленме халӑм ҫукчӗ. Пӳрт ӗҫки тума Пойндекстер хӑнасем чӗннӗ вӑхӑтчен пӗр сехет ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ. Полли аппа: «Том тӗрӗс калать — ватӑ Уотсон мисс Джима ирӗке кӑларни ҫинчен халалӗнче чӑнах ҫырса хӑварнӑ», — терӗ, апла эппин Том Сойер ирӗклӗ негра ирӗке кӑларассишӗн аппаланса чӑрманнӑ тени те тӗрӗсех! Вӑрҫӑ хӑвӑртрах пӗттӗрччӗ! Ун пек телей тепӗр хут килмест, унӑн пӗчӗк пурнӑҫӗнче ҫавӑн пек аслӑ событисем тек нихӑҫан та пулас ҫук пек туйӑнать ӑна. Небей, кӑтра ҫӳҫлӗ, хура, пысӑк та чалӑш сӑмсаллӑ, сливӑсем пек пысӑк куҫлӑ, шӗвӗр сухаллӑ ҫын ларать; типшӗм те ырханскер, вӑл шуйттан тӗслӗ курӑнать. Тархасшӑн ан тивӗр мана? Эпӗ шӑрӑх ҫӗршывсенче пулнӑ, унта вӗрекен смалари пек пӗҫерет, сарӑ джек пирки ҫынсем ӳкетчӗҫ те ӳкетчӗҫ, ҫӗр чӗтрени типӗ ҫӗре, тинӗс хумӗ пек, силлентеретчӗ. Мӗн пӗлет сирӗн доктор ҫав ҫӗршывсем ҫинчен? — Пурте. Пирӗншӗн ытларах кӗлту, — терӗ вӑл. Эсир выртӑр, сирӗншӗн кун йывӑр пулнӑ, эсир ывӑннӑ. — Ан! — тесе кӑшкӑрса янӑ Миките ҫунарах ларакан Ваҫили Андрейча, хӑрах туртаран ярса илнӗ те ҫунана лаша патнелле турта пуҫланӑ. Пӗтнӗ шӑлнӗне юратнипе ӑна шырама кайнӑ-ши? Ҫак сӑмахсене каларӗ те Марья Николаевна, Санин куҫӗнчен витӗререх те тинкеререх пӑхас тесе, пуҫне пӑртак айккинелле тайрӗ. Стачка та пулать! Кӑмӑлӗ ытла ҫемҫелнӗшӗн вӑл хӑйне аван мар туять, ҫӗрле куҫҫуль юхтарнӑшӑн вӑтанать, ҫавӑнпа айккинелле пӑхать. Пӗри акӑ юнашарах ӳкрӗ, алӑксем яри уҫӑлчӗҫ, таҫги чӳрече кӗленчисем савӑнӑҫлӑн янраса тӗпренчӗҫ. Эпӗ вӑл вырӑна тахҫанах суйласа хунӑ: ун пирки манӑн хамӑн урӑхла шухӑшсем пур, тет… — Ҫапла вара, эсир ун патне ҫырса ярас тетӗр-и Риккардо? Сӑнавҫӑсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, Меркурий Хӗвел еннелле, Уйӑх Ҫӗртен ҫаврӑнса тӑнӑ пек, яланах хӑйӗн пӗр енӗпе ҫаврӑнса тӑрать. — Ыттине пӗтӗмпех к-каялла ил! Штурмлакан колоннӑна ертсе пырас ӗҫе Говэн хӑй ҫине илчӗ. Ҫакӑ иккӗлентерчӗ те ӗнтӗ Симурден чӗрине. Марийка каласа панӑччӗ-ҫке ӑна тӗрӗксем ҫинчен, ҫавсенчен пӗри пуль ӗнтӗ. Башибузук. Унтан кӑларӑпӑр, — терӗ вӑл ырӑ ҫын пек пулса, — сакӑр вун пинне кӑларсан та уйӑхне пӗр миллион юлать е пӗр ҫулталӑка вуникӗ миллион хускану пулмасть-и? — Мӗншӗн тесен эпӗ, икӗ эрне пулать ӗнтӗ, алӑкне листаллӑ тимӗр тыттартӑм та виҫӗ ҫӑрапа питӗрсе ларттартӑм. Уҫҫийӗсем ман алӑра. — Мӗншӗн пӗрремӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑсем тахҫанах сухаласа пӗтернӗ, эсир ҫаплах сухалатӑр? — Эсир тӗрӗс калатӑр, — терӗ Уэлдон миссис. Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ: «Эпир пӗр-пӗрне кансӗрлетпӗр пулсан, ку сӑвӑспа усӑ курса нихӑш енчен те ҫителӗклӗ киленсе лараймастпӑр», — терӗ. Сулӑм иличчен усрамалла тенӗ. Тен, ку вӗсене вилсе пӗтичченех тытса усрамалла тенине пӗлтерет. Ҫӳллӗ ҫынсене тӑтӑшах кураймастӑн: Бретанире вӗтӗ халӑх. Мӗнле ухмах пулӑттӑм вара…» Лукашка пит-куҫӗ лӑпкӑ та хаваслӑ куранчӗ. Хӑҫан ҫывӑрать-ши ҫав качака тени, Макарушка? Иртсе кайнӑ чух урамалла йӳҫӗххӗн пӑхса ларакан шурӑ тӑмпа шуратнӑ лутра ҫуртсене кураттӑн та… чӗрере мӗн пулса иртнине каласа пама та йывӑрччӗ; картла выляса нумай укҫа пӗтернӗ пек е темле вырӑнсӑр ӗҫ тунӑ чухнехи пек тунсӑх пусса илетчӗ, пӗр сӑмахпа каласан, кӑмӑл пӑтранатчӗ. Мӗн сӑлтавпа куҫса килнӗ вӑл кунта? Эпӗ Дюпре помощникне Мартелене, хам пӗлетӗп, вӑл мана пӗтӗм историе каласа пачӗ. Тумне тирпейлӗ, хӑйне тӳп-тӳррӗн тытнине курса, килнӗ ҫын пысӑк пуҫлӑх пулнине хӑй ҫарта пулса курнипе туйса, Яков Лукич кивелсе чалӑшнӑ атӑ кӗлисене шаклаттарса илчӗ, хыпӑнса ӳксе:— Ваше высокоблагороди! Графпа графиня эпӗ калаҫа пуҫланипе хӗпӗртерӗҫ. — Халӑх, ҫыхса пӑрахас вӗсене! –кӑшкӑрса ячӗ каллех ҫав сасӑ. Халӑхӗ малалла кӗпӗрленсе пыра пуҫларӗ… Тепӗр самантранах ӗҫ уншӑн пит начар ҫаврӑнса тухатчӗ пулӗ, анчах ҫӗнӗ пулӑм халӑх ҫиллине тепӗр еннелле пӑрса ячӗ. Евреиновсем — амӑшӗпе икӗ ывӑлӗ — питӗ пӗчӗк пенсипе пурӑнатчӗҫ. * * * Мӑнкун умӗн Монтанеллине епископ вырӑнне Этрусски Апеннинӑри Бризигелл ятлӑ пысӑках мар округа янине пӗлтерекен хыпар килнӗ. Тегеранра, сӑмахран, нумайӑшӗ газсенчен пытанмалли вырӑнсем чавнӑ (ун чухне вӗлерекен газсемпе вӑрҫӑра та усӑ курман!) Вӑл хӑна пӳлӗмӗнче чарӑнчӗ те кӑранташпа хӑйӗн хучӗ ҫине каллех тем ҫырса хучӗ. Амӑш пуҫне сулларӗ. Паллах, куна ытлашши хушса калаҫҫӗ… Романтикла ҫапкаланчӑка Том ҫапла саламларӗ: — Эй, Гекльберри! Сывлӑх сунатӑп сана! Анчах тепӗр секундранах тӑна кӗрсе, йытта хыттӑн тӗртсе ывӑтса ячӗ. Е кордона-и? — Рывнорядскинчи номерсенче пурӑнакан темле ҫынсем хыҫҫӑн йӗрлет. Вӑл хӑй аллине манӑн алӑран туртса илчӗ те, унӑн пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. Ун ӑшӗнчен, таянмалли ҫатана пӗтӗмпех аяккинелле тайӑлтарса, пӗр енӗпе полк командирӗ йывӑррӑн йӑраланса тухрӗ, тепӗр енӗпе полк адъютанчӗ, Федоровский поручик — ҫӳллӗ те капӑрчӑкрах офицер — ҫӗр ҫин ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ. (Пурте кулаҫҫӗ.) Ҫӑмӗ те, сӑнӗ те ҫук… йӗксӗк… Вӑл пӗтӗмӗшпех ҫырусем ӑшне путса, хӑшне хӑҫан ҫырнине асӑрхамасӑрах вуласа пырса, Комиссар сестрана куҫ хӗссе илнине те, вӑл Алексей енне кулкаласа кӑтартса, сестрана хӑлхинчен хуллен кӑна: «Манӑн эмел сирӗн пур люминалсемпе вероналсенчен те нумай лайӑхрах» — тесе пӑшӑлтатнине те сисмерӗ. Тинех ун чӗринче шанчӑк ҫӗкленчӗ. Майӗпен Марыся пичӗ ҫинчен кӑвак тӗс кайрӗ, пит-ҫӑмартисем хӗрелчӗҫ, вӑл кулса илчӗ те куҫне уҫрӗ. Ҫапла вӑл каҫченех ӳксе сике-сике тӑчӗ, киле вара амӑшне кӳрентермелле тӑп-тӑр юр пулса, шӑмми-шаккине кӑвакартса пӗтерсе таврӑнчӗ, ывӑннипе унӑн урисем те чӗтрерӗҫ. Халь ҫеҫ мар, ӗлӗкех ҫапла пулнӑ вӑл, турӑ кӗнекисенче те ҫавнах ҫырнӑ. Артур картиш урлӑ каҫрӗ те, ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче ҫывӑракан Джиан Баттиста вӑратас мар тесе, пит те хуллен пусса утрӗ. — Скартарис, — терӗ Ганс. Тума тытӑнни мӗн чухлӗ тата! Урса кайнӑ вӑхӑтра ҫынсем хӑйсем мӗн тунине астумастпӑр тесе калани — тӗрӗс мар. Эпӗ: «эпӗ илме хатӗр», тетӗп ӑна хирӗҫ. Чӳрече кантӑкӗ ҫӗмрӗлсенех мана вилӗм кӗтсе тӑрасси паллӑ. Ҫитменнине тата чӳрече кантӑкӗсене мӗн те пулин пуласран тул енчен черчен тимӗр решеткесемпе анчах карнӑччӗ. Вара, рулевой енпе ҫаврӑнса, команда пачӗ: — Силе май ан, Болтон, тӳрех карап ҫинелле тыт! Эпир карап ҫине ҫӗнӗрен темиҫе матроса илтӗмӗр те, Бристоле ыррӑнах ҫитрӗмӗр. Пирӗн «Испаньола», мистер Блэндли пире пулӑшма иккӗмӗш карап яма шухӑшлама тытӑннӑ вӑхӑт тӗлнех таврӑнса ҫитрӗ. Хамӑн сассӑм ытла начар илтӗннинчен хам тӗлӗннине астӑватӑп. Синопа пӗрре тултарса икке кайнӑ. Ҫак пуп пилсӗр пулманшӑн, вӑл пуринпе те йӑваш калаҫнӑшӑн, чиркӳре лайӑх кӗлтунӑшӑн, пуринчен ытла вилнӗ ҫынсем пирки тӑрӑшсах кӗлтунӑшӑн хулари чухӑн ҫынсем ӑна ҫав тери ырӑ ҫын вырӑнне хунине Петр пӗлнӗ. Мучипе Сергей пиҫсе ҫитнӗ помидорсене пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑвар ҫине пуҫрӗҫ, вӗсен тутисемпе аллисем тӑрӑх юн пек хӗрлӗ помидор сӗткенӗ юхса тӑчӗ, помидорсене чӑкӑтпа та ҫӑкӑрпа ҫыртса ҫирӗҫ. Ҫемҫе те ачаш ҫил бульвар тӑрӑх чечеке ларнӑ ҫӑкасен тутлӑ шӑршине илсе пынӑ. Ҫавӑ кирлӗ те сире! Юлашкинчен маншӑн телей ҫитрӗ. Майор ҫавӑнтах самолёт заказ пачӗ, унтан Мересьев ҫинчен аса илсе, аллисене ик еннелле сарса пӑрахрӗ: — Ӗҫ ӑнмарӗ, вӗҫсе каятпӑр. «Пилигрим» ҫинче пулса иртнисене вӑл пӗрин хыҫҫӑн теприне аса илчӗ: ҫӗмӗрӗлнӗ карапа тӗл пулни, негрсене ҫӑлни, кит тытма кайни. — Прокурор пирӗн юлташсене дикарьсем, культура тӑшманӗсем, тесе каларӗ… — Сирӗн хӑвӑр ӗҫе тивекен япаласем ҫинчен ҫеҫ калас пулать. Мӗнле пулса тухрӗ ку, кам чи малтан пуҫларӗ, — вӑл та, ыттисем те, нихӑшӗ те калама пултарайман. Сисмесӗрех хӗвел анса сад тӑрӑх каҫхи мӗлкесем сарӑлнӑ евӗр, тӗмсем хушшинчи шӑпчӑк та сисмен ҫӗртенех хӑйӗн каҫхи юррине пуҫласа янӑ евӗр пулса тухрӗ вӑл. Тӳрлетесси ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫук халь. Манёврсем пӗтрӗҫ. Пӗррехинче эпӗ унӑн пӳлӗмне кӗтӗм: вӑл яланхи пекех хӑйӗн кресли ҫинче ларать, пӑхма лӑпкӑ пек курӑнать; анчах вӑл епле пӑхни мана шалтах тӗлӗнтерчӗ. Ҫапла каларӗ те, ҫавӑнтах хӑй ҫапла каланӑшӑн ӳкӗнчӗ. Кашни «коммунӑн» хӑйӗн председателӗ пур, хӑйӗн кӑвайти те, продукт фончӗ пур — паян мӗн ҫисе ярайманни ырана юлать. Аркадий сасартӑк чарӑнчӗ те, хыҫалалла хӑяккӑн пӑхса шӑпах пулчӗ. Ҫирӗм мильӑна сулӑпа ишсе анма та йывӑр мар, анчах унта хӑвӑртрах ҫитсен авантарах терӗмӗр. — Килсе курас терӗм… Кусем — Тимурпа Женя иккен. Ташӑ ансамблӗ хӗрлӗ ялавлӑ, мӗншӗн пӗр хӗрлӗ ялавлӑ колхоз та ҫук? Вӑран! — Пӗтӗмпех-и? — Ольхоффк миҫе километр? Эсир ыран кунтан каятӑр пулмалла? Уншӑн пулсан, витӗр курӑнакан ҫак ҫутӑ инҫетлӗх те, кӑвак таса тӳпе те, таҫта ҫитиех курӑнакан анлӑ тавралӑх та ҫук. Ашшӗ хӗрӗ хӑйне юратнине шанса тӑнӑ пулин те, вӑл ӑна шухӑш-кӑмӑлӗсене хӑйне пӗлтерсе паракан тӑвайман. Кашни урапи ҫинчи апата эпӗ ик-виҫ ҫӑвар туса хыпа-хыпа ятӑм, эрехне вара вунӑ кӑкшӑм ҫинчен пӗр лав ҫине пухса ятӑм та ӑна пӗр тӑрук ӗҫсе ятӑм; ытти эрехне те эпӗ ҫаплах туса ӗҫрӗм. Давыдов сасартӑк туйса илчӗ: ун пӳрнисем хушшинче Варя алли чӗтреме пуҫларӗ, вӑл такӑннӑ пекрех утма тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӗсӗклени илтӗнчӗ. — Вӗсем сана ҫавӑн патне сӗтӗрчӗҫ-и? — Анчах сирӗн аҫу… Геркулес Динго урлӑ мана хут ячӗ. Паллах, шӑнса пӑсӑлнипе». Каҫ нӳрӗк-ӑшӑ, шӑп, ҫуркуннехи пекех. Унӑн мӗнпур шухӑшӗ те малалла каясси анчах. Чӑмӑр пысӑкӑш ҫу катӑкӗ хам хӑварнӑ ҫӗртех выртать; эпӗ ӑна пашалӑвӗпе пӗрлех илтӗм те, ҫуртана сӳнтерсе, пусма тӑрӑх майӗпен улӑхма тытӑнтӑм. Ӑнӑҫлах хӑпарса ҫитнӗччӗ, пӑхатӑп та — аллине ҫурта тытнӑ Салли аппа пырать, эпӗ ҫӑва йӑпӑр-япӑр шлепке ӑшне чиксе хутӑм, шлепкине пуҫа тӑхӑнтӑм, акӑ ӗнтӗ аппа мана курах кайрӗ. — Эсӗ нӳхрепре пултӑн-и? — тесе ыйтать. 3000 таран чунлӑ именине тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, ҫӳлте асӑннӑ именисенчен Кистенӗвкӑри … чунлӑ (хальхи ревизи тӑрӑх вӑл ялта пурӗ… чун шутланать) именипе ҫӗрӗ-шывӗ тата пӗтӗм ытти пурлӑхӗпе маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский ним закон тӑрӑх ҫирӗплетмесӗрех усӑ курса пурӑннине пӗлет. Пӗр виҫ-тӑватӑ ҫын ним чӗнмесӗр вырӑнӗсем ҫинчен тӑчӗҫ, сӗтел патне пычӗҫ те, хывӑннӑскерсем, урисене хутлатса сӗтел тавра кӗрсе ларчӗҫ. Ача ҫавӑнтах килне чупрӗ. — Йӑтса ҫӳреме йывӑр тата хӑрушӑ та. Ватӑ пӑлхарсен сӑмахне асне илчӗ вӑл: «Тайма пуҫа хӗҫ витмен!» — теҫҫӗ, вара, ҫак пархатарсӑр ҫынсемпе кӗрешесрен пӑрӑнса, вӑхӑтра алӑк уҫманшӑн каҫару ыйтасшӑн пулчӗ. Тен, эпӗ хуйха пула ӗҫетӗп. Форточка витӗр, икӗ полевой телефон еннелле, пралуксем кӑларнӑ. Эпӗ ҫавӑн пек ҫӳресе шуйттан пекех ывӑнса ҫитрӗм те урӑх мӑшӑрсӑр пурӑнма шутламастӑп. — Костя Марийкӑна аллинчен ярса тытрӗ. Ҫакна илтсен Андрей тин асӑрхаса илчӗ; хӗр, ҫынсем тӗпӗртетнӗ хушӑра, малти пӳлӗмрен пӗр тӗрке ҫи-пуҫ тӑхӑнмалли илсе тухнӑ та, хӑй ҫине купипех ҫӑм платьесем тӑхӑнса тултарма ӗлкӗрнӗ. Ривэра куҫӗсенче тарӑхупа курайманлӑх ҫуннӑ, анчах пичӗсем вӑл шикленнине палӑртман. «Павел мана улталарӗ, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — анчах… вӑл хӑҫан та пулсан юрататех… Пире акӑлчансем кирлӗ, — терӗ. — Ҫапла, илтнӗччӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ Квейс. Питера пытарчӗҫ, эпир киле таврӑнтӑмӑр. Сан-Францискӑна ытти пӑрахутсемпе таврӑнас тенӗ пулсан, Уэлдон миссисӑн малтан Австралие каймаллаччӗ. Унта ҫитсен, унӑн «Ылтӑн ӗмӗр» ятлӑ пӑрахут кампанийӗн Мельбурнран Панама каналне Папеэте урлӑ ҫӳрекен океан пӑрахучӗ ҫине куҫса лармалла. Мересьев ун патне пырса, ӑна хӑй кам пулнине пӗтӗм формӑпа пӗлтерчӗ; анчах инструктор аллипе сулчӗ кӑна, хӑй ҫавӑнтах пӗлӗтелле кӑтартрӗ: — Куратӑр-и? Гуигнгнмсем чӑнлӑхпа суяна мӗнле ӑнланаҫҫӗ. Вара тин арӑмӗ патне тухса кайнӑ. Ют ҫӗршывсенче ҫӳресе курнӑ пулсан та, вӑл ҫемҫешкеленсе кайман: ун чухнехи ҫамрӑксен пуҫне ҫавӑрнӑ шухӑш-туйӑмсем ӑна питӗ сахал пырса тивнӗ. Хохлов — сивлек ҫын — тата Кузьмин вучах умне ешчӗксем ҫине ларчӗҫ те — чей ӗҫеҫҫӗ, асӑрханса ҫӑкӑра чӗллеҫҫӗ, типӗтнӗ пулла шӑмминчен уйӑраҫҫӗ, васкамасӑр чӑмлаҫҫӗ. Ҫӗрелле сиксе ансассӑн, эпӗ вара выляса яратӑп. — Эпӗ паян хӗвел ҫинче ытлашши нумай ҫӳрерӗм пулас. Елӗк Троекуров ҫыннисем, паллӑ вӑрӑсем, хӑйсен улпучӗ Дубровскипе туслӑ пурӑннине пӗлсе, унӑн владенийӗнче сӑтӑр тума хӑйман. Огонь! — тесе кӑшкӑрма пуҫларӗ. Эпӗ ӑна ун чух мар, чылай маларах вӗлернӗ. Щукарьӑн тулли кӗлеткеллӗ карчӑкки кӑмака умӗнче тӑрать, кровать таврашӗнче шӑши пек йӑпӑрти те хура сиплевҫӗ-карчӑк Мамычиха кускалать. Тӑватӑ карап хуллен те сыхланса каллех ҫула тухнӑ. — Эсӗ Марья Ивановнӑна юратнӑ. Вӑл хӑрушӑ ҫын. Хамӑн чухӑн кӗтесре пуян пурӑнӑҫа манса, тата ҫын пуянлӑхне тахҫантанпах курмасӑр пурӑнса, эпӗ, хӑракаласа, граф килессе, провинцирен министр патне ыйтупа пынӑ ҫын пекех, кӗтсе тӑратӑп. — Ун пек япала нимӗн те ҫук, акӑ турапа хут татӑкӗ пур тата тута купӑсӗ; кунашкал музыка вӗсемшӗн кӑсӑк мар пулӗ. — Сире калаҫма юрамасть. — Кунта хутсем пур. Тавракурӑм хӗрринче анса ларма пуҫланӑ хӗвел чӑмӑрӗ тӗксӗмӗн ҫутатать, ӑна темӗнле йывӑр, кӳлепесӗр тӗтре хупласа илнӗ. — Юрать те пулӗ. Ҫакнашкал ҫӗрте ӗҫлеме пӗлмелле, пӗр харӑсах тӑватӑ ҫынна итлеме, пиллӗкмӗш ыйтнине хирӗҫ сӑмах калама тата ҫырма та пӗлес пулать. Макҫӑмпа ача утӑ ҫине майлашӑнса ларчӗҫ, Иохим хӑйӗн сакки ҫине тайӑнса выртрӗ (ҫакӑ унӑн артистла кӑмӑл-туйӑмне килӗшерех парать пулас), вара тем аса илсе, пӗр самант шухӑшларӗ те юрласа ячӗ. — Вӑл тӗрӗс, — тенӗ чӗтресе илсе Вэра. — Ҫапла ҫав, батюшка, халь вӑл кунта, пирӗн ҫине пӑхать-ха, тен, эпир мӗн калаҫнине те итлет, — вӗҫлерӗ сӑмахне Наталья Савишна. Гретхеншӑн пулсан, эпир каяс ҫул вӑл Любек е Гельголанд утравне уҫӑлмалла кайса килесси пек ҫеҫ туйӑннӑ; унӑн пӗчӗкҫӗ аллисем нимӗн васкамасӑр унталла-кунталла шукалаҫҫӗ. Анчах мужик резонлӑн тӑрса: «Ваше благороди! Юлашкинчен, Леноре фрау пӗтӗмпех йӑвашланса кайрӗ, Санина Дмитрий тесе чӗнме пуҫларӗ, ӑна пӳрнипе ачашшӑн юнаса улталанӑшӑн тавӑрма сӑмах пачӗ. — Эпӗ яланах пӗр пешка юлмиччен вылятӑп, — терӗ Павел. Вӑл хӑйне ирӗклӗн те лӑпкӑн тыткалани мана шалт тӗлӗнтерчӗ. Сайралнӑ ҫӳҫӗ ӗнси ҫинче кӑна ҫур ункӑ пек тӑрса юлнӑ пулин те тата ҫӳлти тути айӗнчен шӑлӗсем сайралса юлни курӑнсан та, унӑн сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле хитре. Хуралса ларнӑ мӑрйинчен тӗтӗм палкаса тухма тытӑнатчӗ, ҫав тери ҫӳле ҫӗкленетчӗ, пӑхсан ӗнтӗ — ҫӗлӗк ӳкмелле, ҫӗкленетчӗ те, шӗл-кӑвар пулса, пӗтӗм ҫеҫенхир тӑрӑх сапаланса каятчӗ, шуйттанӗ вара, ӑна ӗнтӗ, пӳтсӗре, асӑнма та кирлӗ марччӗ те-ха, хӑйӗн шӑтӑкӗнче ҫав тери хурланчӑклӑ сасӑпа ӗсӗклесе макӑрма тытӑнатчӗ, вӑл макӑрнине илтнипе хӑраса ӳкнӗ кураксем вара, ҫывӑхри юманлӑхран вӗҫсе хӑпарса, тискеррӗн кӑраклатса, тӳпере явӑнса ҫӳретчӗҫ. Унтан ҫапла ыйтрӗ: — Мана ӑҫта хуратӑр вара? — Пач та кукамайран мар!.. Паллах ӗнтӗ, сӳпӗлти, анчах та кашни выльӑхӑн хӑйӗн йӑли пур вӗт! — Ҫумӑрта сухалама юрать-и? — ыйтрӗ унран Давыдов. — Хурлама ҫук, — янӑраса кайнӑ ачаш кӗмӗл сасӑ. — Ку нимӗнех те мар, нимӗнех те мар, манӑн вӑхӑт нумай, унсӑр пуҫне тата вӑл енче ӗҫсем те пур. Ил те, ӑҫта каяс тетӗн, илсе кай. Мӗнле ответ пама пултарнӑ-ха эпӗ ӑна? Никита ашшӗ патне чупса пычӗ, лешӗ, иклетсе илсе, ун урисем патнелле юн сурчӗ те шала кайнӑ сасӑпа: — Юн, — терӗ. Вилӗ, пушӑ… мӗнле кӑна пурӑнӑн эс? — Ха-ха-ха-ха… Огнянов та пуҫ ҫӗклесе ҫара сӑрт тӳпи еннелле пӑхса тӑчӗ. Пӗр тӗрлӗн вӗҫсӗр чӗриклетсе тӑни сӑпка юрри пек канлӗ туйӑнать; пыратӑн кӳмере ларса, сисмесӗрех тӗлӗре пуҫланине туятӑн, анчах таҫта ҫывӑрса каяйман темле кайӑк канӑҫсӑррӑн та кӗскен кӑшкӑрса ярать кӑна е тата такам тӗлӗнсе ӑнланмалла мар «А-а!» тенӗ евӗр кӑшкӑрнӑн туйӑнса каять ҫеҫ — каллех куҫ хупанкисем уҫӑлаҫҫӗ. Амӑшӗн пысӑк та тӗксӗм куҫӗсем ачан бронза тӗслӗ хӗрлӗрех пичӗ ҫине ӑш кӑмӑлпа юратса пӑхнӑ. Соломон, майра-патшан тытса чармалла мар туйӑмлӑхӗпе ывӑнса ҫитсе, унран сивӗннӗ хыҫҫӑн, кӑнтӑр хӗрӳлӗхӗн мӗнпур хӑвачӗпе тата кӳреннӗ хӗрарӑм кӗвӗҫӗн пӗтӗм хаярлӑхӗпе йӑлтах Изидӑна ушкӑнпа пухӑнса чыслассин аслӑ культне кӗрекен пӑсӑк аскӑнлӑхӑн вӑрттӑн оргийӗсене парӑннӑ вара Астис. — Катя, — персе ятӑм эпӗ, — эсӗ мана юратмастӑн вӗт? Ялавӗ ҫилпе вӗлкӗшет, вӑл Бяла Черкваран та пит аван курӑнмалла. Тул ҫутӑлас умӗн вӑл салтӑнса выртрӗ, анчах ҫывӑрса кайма пултараймарӗ. Анчах вӑл ҫавӑнтах малалла пӑхса илнӗ те темӗскер хураскере курнӑ. Тулашӗнчен пӑхсан, Васютин чӑн-чӑн парти работникӗ пулнӑ, вӑл ҫивчӗ те чӗрӗ, анчах усӑсӑр хыпаланчӑк мар, калаҫнӑ чух аллисене татӑклӑн та хӑюллӑн сулкалать. Смурый тӑруках мар, салхуллӑн хирӗҫ чӗнчӗ: — Ну, эпӗ пӗлетӗп и-мӗн? — терӗ. Унӑн кантри кимӗ ҫине юлнӑ пулӗ. Тӗлӗнмелле шухӑшсем килсе тухрӗҫ Берсенев пуҫне. Кунсӑр пуҫне тата ӑна паллама пултараҫҫӗ. Хӑш-пӗр чух тата тӗтрере кӑшт палӑракан лапсака чӑрӑш турачӗсем повозка тӗлӗпе аялтанах шуса иртеҫҫӗ; чӑрӑш лӑссинчен — ҫумӑр пулас умӗн — ҫуркуннехи пек, пит уҫӑ шӑршӑ кӗрет. Тата эпӗ пӗлменччӗ те: юрататӑн-и эсӗ мана? Хушнине тума тесе хӗр вырӑнтан тапраннӑччӗ кӑна, анчах чирлӗ ҫыннӑн кӗтмен ҫӗртен тата пуҫламӑш хут илтӗннӗ сасси ӑна сасартӑках чарса тӑратрӗ: — Ҫук, кирлӗ мар. Ир умӗн хайхи вилӗм ҫывхарнине сисе пуҫларӗ, ниҫта кайса кӗрейми тапкаланма тытӑнчӗ, ҫыхса янине салтса пӑрахрӗ те, каллех унӑн юн юхма пуҫларӗ. Эпӗ сана ҫакӑн ҫинчен каларӑм пулас-ха, — анчах тепӗр хут калани маншӑн пурпӗрех кӑмӑллӑ, сана ҫакна итлеме кӑмӑллӑ пулать, — эпӗ сана пирвайхи хут курсан… Ҫук, ун умӗнче ухмаха ернӗ ҫын пулман. Ҫав шухӑшпа вӑл ҫур сехете яхӑн сывлама хӑяймасӑр йӑпшӑнса выртать, анчах чӑххисем, юри тенӗ пекех, таҫта, ҫатан карта ҫумӗнче, чакаланса ҫӳреҫҫӗ иккен, арпа купи яхӑнне пыма та шухӑшламаҫҫӗ тейӗн. — Ҫаплах та эпӗ ӑнланаймастӑп: мӗнле майпа пулнӑ-ха сирӗн ҫавӑн чухлӗ суран… Пӗтӗмпех ҫулса тӑкма шут тытрӑн пулсан, — хӑвна та урусенчен яра пар!.. — Ара, тырри пулсан, эпӗ тем пекех панӑ пулӑттӑм-ҫке… — Мӗнле намӑс мар сана, Кассий! Пӳлӗме таса сывлӑш хыттӑн вӑркӑшса кӗчӗ те, пӗтӗм тусана хускатса ҫӗклерӗ, пӳлӗмре кӑвак тӗтре тулнӑ пек пулчӗ. Унтан куҫ ҫутисем сӳнчӗҫ, тутисем чӑп пулчӗҫ, чӗри пушшех те хытӑрах тапма тытӑнчӗ, шуралса кайнӑ пичӗ ҫинче хӑраса ӳкни палӑрчӗ. Вӑл ҫӗнтерсех пычӗ. — Фронтран килекен корреспонденцисене хумханмасӑр вулаймастӑмччӗ эпӗ, — терӗ профессор. Вӑл ӑшӑтать пире, вӑл янкӑр уҫӑ пӗлӗт ҫинчи хӗвел, пӗлӗчӗ хӑй вӑл — рабочи чӗринче; вӑл кирек те кам пулсан та, хӑйне кирек те мӗнле ятпа чӗнсен те — социалист, — шухӑш-кӑмӑл енчен яланах, паян та, ыран та, ӗмӗр-ӗмӗрех, пирӗн тӑван пулса тӑрать. Эпӗ пӗлетӗп, эсир юланутпа пит лайӑх ҫӳреме пултаратӑр, анчах сирӗн лаша… Хӑмӑр пӗлӗтсем хушшипе уйӑх шуса пырать, юханшыв ҫине пӗлӗт мӗлкисем ӳкеҫҫӗ. Ҫӑрттан мучи апатшӑн нихҫан та хыпса ҫунман, вӑл выҫӑ ҫеҫ пулнӑ. Фома та ӑна мӑйӗнчен ыталаса тытнӑ, пичӗпе унӑн пичӗ ҫумне тӗршӗнсе, нимӗн чӗнмесӗр, тӑтӑшшӑн сывланӑ. — Сирӗн ӗҫ, Ваҫили Андрейч; каймалла пулсан — кайӑпӑр, — тенӗ Миките, хӑйне валли тултарса панӑ чей стаканне тытса. Эпир хамӑр халӑха шанатпӑр пулсан, эппин, хамӑр чорбаджисене те, кӗлӗ ҫыннисене те шанатпӑр: ҫавӑнпа пухӑнать вӑл пӗрлехи вӑй, апла пулсан, пирӗн вӗсен пулӑшӑвӗнчен те пӑрӑнмалла мар. Кӑшт кӑна улӑхма ӗлкӗретӗр эсир ту ҫинелле, сылтӑмран та, сулахайран та шӗвӗр вӗҫлӗ пульӑсем шилетсе иртме тытӑнаҫҫӗ, эсир вара, ҫулпа юнашар тӑсӑлса выртакан траншея тӑрӑх каймалла марччӗ-ши тесе шухӑшласа та илӗр, тен; анчах траншейӑра чӗркуҫҫи таран шӗвек пылчӑк, сарӑрах, шӑршланса кайнӑ пылчӑк, вара эсир ту тӑрӑх каякан ҫулах суйласа илетӗр, мӗншӗн тесен эсир курсах тӑратӑр, пурте ҫулпа утаҫҫӗ. Ӑҫта тӑрать вӑл халь? Вӑл тӑватураллисен ҫарӗн аслӑ вожатӑйӗ пулнӑ. Луиза тарӑхса пӑхнине кура, Кольхаун хирӗҫ чӗнмерӗ. Бухта тӗттӗм-симӗсӗн курӑнчӗ, тӳперен ӳкнӗ ҫутӑпа ҫеҫ ҫуталса тӑратчӗ вӑл. — Ан васка-ха, Делчо, арӑмсемпе ачасен сехрине хӑпартар мар. Ҫав сӑртсен ячӗпе каланӑ Тандиль округӗ Буэнос-Айрес провинцийӗн кӑнтӑр енне пӗтӗмпех ҫавӑрса илет. Урок ыйтма пуҫласан, арҫын ачасенчен нихӑшӗ те урокне кирлӗ пек вӗренменни палӑрнӑ, кашни ачанах пирвайхи йӗркерен пуҫласа юлашки йӗркине ҫитичченех вӑрттӑн каласа пымалла пулнӑ. Вӑтӑр тӑххӑрмӗшӗнче! Игнат, ывӑлӗ ҫине пӑхса, хӑйӑлтатса пӑшӑлтатнӑ: — Улма персе анчӗ… эккей, ӑнманӑ! Хӑй ӗҫленӗ институтпа пӗрле Анютӑн ашшӗ-амӑшӗ те тыла куҫса кайнӑ. Ракетӑна чарнӑҫемӗн чарса пыратпӑр, хамӑра ӗнтӗ тытса чарма ҫук малалла туртать. — Мӗн калатӑр эсир? — сиксе тӑчӗ Гленарван. Ку вӑл — хуҫа вӗт эпир хуҫасем! — Ия, ия, — ахӑлтатса кулма тытӑнчӗ Огарнова. Пурте шалт аптӑраса ӳкмен пулсан, унӑн тӗлӗнмелле сӑнне таврари ҫынсем астумасӑр юлас ҫукчӗ ӗнтӗ. Ӗнтӗ уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫухалса кайнӑ сехетре Матагорда заливӗ енчен вӗрекен ҫил чечексен тутлӑ шӑршине илсе килнӗ чух, аялалла пӑхӑр, пӑхӑр та, эсир вара тӗрлӗрен кӗлеткесем, тӗссем, костюмсем ҫав тери нумай тӗл пулакан, ҫав ула-чӑла та ялтӑра картинӑна курӑр, — ӑна ҫырса кӑтартма та май килмест теме пулать. — Сана ӑна пӗлмешкӗн ир-ха. (Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл аллисене саркаласа Пеночкин господин патне ҫывхарчӗ те пӗкӗрӗлсе хӑрах куҫне хӗсрӗ.) — Лайӑхрах шухӑшласан, пирӗн вӑл боеца пилӗк таран пӗшкӗнсе пуҫ таяс пулать, мӗншӗн тесен эпир ҫак таранччен сывӑ пурӑнатпӑр та Мускав тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳретпӗр. Ҫаплипех ҫу иртсе кайрӗ. — Ашшӗ кам вара? — ыйтрӗ Анна Васильевна. Васкаса протезне майлаштарчӗ те рюкзакне хулпуҫҫи ҫине ҫакрӗ, вара ҫирӗм ҫулхи йӗкӗт пек, Кисловодскра тахҫан чӗре чирӗнчен те сывалса пурӑнман, Киров пурӑннӑ вӑхӑтра Астраханьте те йывӑр тиф чирӗпе выртман, Яссыне те штурмпа илмен, тата туберкулез та ураран ӳкеричченех ӳсӗрттермен пек, ҫӑмӑллӑн ури ҫине сиксе тӑчӗ, — хӗрарӑмсемпе ачасем ун ҫине чӑр! пӑхса илчӗҫ. Мӗн кӗтет-ха ӑна леш енче? Кала-ха тархасшӑн, ӑҫта чакма унта? — Ҫулталӑк ҫурӑран таварӑн пӗрремӗш партине кӑларатӑп, ӑна манран аллӑм-мӗнӗмпе тӑпӑлтарсах илӗҫ, — иккӗленми шанӑҫпа каланӑ Смолин, унтан старик ҫине ҫирӗппӗн, сулхӑннӑн тинкерсе пӑхнӑ. Пӑхӑр акӑ, мӗншӗн турӑм эпӗ ҫав договора. Вӑл вара урайне хут листине пӑрахрӗ. Эпӗ ӑна ҫавӑнтах палласа илтӗм. Ку эпӗ тахҫан ӗлӗк Билли Бонс арчинче тупнӑ сарӑ хут ҫине ӳкернӗ, виҫӗ хӗрес палли тунӑ картӑ-мӗн. — Вӑл сире ҫеҫ ҫавӑн пек курӑннӑ! — Чипер юлӑр, айӑп ан тӑвӑр чӑрмантарнӑшӑн, — терӗ те вӑл, Ромашова иртме сӗнчӗ. Ман асӑмра мӗн чул ҫын ӗҫке кайса пӗтмерӗ-ши, шутласа кӑларма та хӗн! Пӑхмасӑр калама лайӑх пӗлетӗн эсӗ. Унӑн питҫӑмартийӗсем кӑштах хӗрелчӗҫ. — Мӗншӗн, Джим? Вара мана Генрих Ибсен сӑввисем аса килчӗҫ: — Эп консерватор-и? Пӗрремӗшӗ Уэлдонсен ывӑлӗ, тепри ҫак ҫемьен тусӗ пулса тӑчӗҫ. — Ун пек пулсан мӗнле пулӗ-ха? — каллех ыйтрӗ Устин; анчах халӗ вӑл кулмарӗ ӗнтӗ. — Чӗлхи мӗнле хӗрлӗ унӑн! — терӗ Зинаида, пуҫне урайне ҫитиех тайса, кушак ҫурин сӑмси патнех илсе пырса. Штабс-капитан ку сисӗм хӑйӗнче халь кӑна мар, ытти чух та, хӑш чухне вӑйлӑрах, хӑш чухне вӑйсӑртарах пулнине маннӑ мӗн. Бастиона каймалла пулсан, кашни каймассеренех хӑй ӑшӗнче ҫакӑн пек сисӗм вӑраннине маннӑ вӑл, ҫапӑҫӑва каяс умӗн, хӑйне кӑна мар, кирек кама та, вӑйлӑрах-и вӑл, вӑйсӑртарах-и, ҫакӑн пек сисӗм асаплантарнине пӗлмен вӑл. Мӗншӗн вӑлах тесе шухӑшлатӑп-ха эпӗ? — Унашкал саккунсем ҫук! — хыттӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ Тимофей. Хыҫалта пӗр пӗчӗк ушкӑн килни курӑнса кайрӗ. «Кам пӗлет, — шухӑшларӗ вӑл, — тен ачана шомполсемпе ислетме тытӑнӗҫ те… — Пирӗннисем хӑйсемех каялла куҫса кайнӑ эппин, — шантарсах каларӗ Озеров. Анчах та Игнат ӑна ӗненмерӗ пулмалла, вӑл ҫӗнӗрен шаккаса кӑтартрӗ, сӑмахсене, паллӑсене тепӗр хут каларӗ те юлашкинчен ӑна аллине тӑсса пачӗ: — Салам калӑр вӗсене! Ҫав самантрах ҫывӑрса кайнӑ вара эпӗ, тахӑшӗ чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, ҫав кун мӗн-мӗн пулса иртни ҫине хулӑн та питӗ одеялпа витнӗ пекех туйӑнчӗ. Хӗр уйӑрӑлса кайма именсе, иккӗленсе тӑнӑ. Мана ҫӑлнипе вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне пӗтерсе хума пултарӗ, тен, — тесе шухӑшланӑ вӑл. Телее пула, вӑл йывӑр минутӑра хӑйне ҫӑлакана путаракан хӑравҫӑ та ӑссӑр хӗр пулман. Вӑл хӑйне канаш паракан ҫыннӑн вӑйне шанса тӑнӑ, хӑй мӗн тунине ҫынӗ лайӑх пӗлнине шаннӑ, ҫавӑнпа та ӑна итлесе тӳрех пӗве патнелле сиккипех вӗҫтернӗ. Пур юрӑ та, пӗчӗк юханшывсем пек, чупса-юхса пӗр юханшыва пырса кӗрет, ҫав юханшыв вара ҫутӑ, савӑнӑҫлӑ ҫӗнӗ пурнӑҫ тинӗсне сарлакан та ирӗккӗн юхать. Ҫӗр варринче ҫаврака Литха тухрӗ, — унӑн ҫути кӗске, кӗмӗл тӗслӗ, хӑйӑр хумӗсенчен йӗкӗреш мӗлкесем тӑсӑлаҫҫӗ. Халима кӑна урӑхла хӗрарӑм пулчӗ, Уэлдон миссис вара часах, вырӑнти халах чӗлхинчи темиҫе сӑмаха вӗренсе, ҫамрӑк чурапа кӑшт-кашт перкелешсе калаҫма пуҫларӗ. Хӑйӗн хӗр чӗрипе вӑл ҫак ҫынна мӗн тери йывӑр пулнине туйса илчӗ, кунпа пӗрлех, ӑна ҫак самантра питӗ йывӑр пулсан та, ӑна хӗрхенсе калаҫни ун чӗрине, тата ытларах ыраттарассине ӑнланчӗ, ҫавӑнпа та нимӗн те шарламарӗ. Митя ӑна ухмах пек те, ӑслӑ пек те туйӑнман, вӑл пуринчен те расна пулса, ҫавнашкал хак панине шӑнӑҫман. Кил, ларса ҫи… Стоян пичче арманӗ патӗнче ҫӗре чавса пӑхма канаш пачӗ Стефчов бее. — Ҫапла, — терӗ вӑл юлашкинчен пӑшӑлтатса. Санӑн юну пӑтранать, пӑлханать… Сиртен те ҫавӑн пек йӗркеллӗ пулма ыйтма пултараймастӑп-и эпӗ? Эпӗ коридорпа пытӑм та, хӗре унта кайма хушса, хамӑн пӳлӗме кайрӑм. — Сийе пӗййемӗш кадйиле ташлама йыхявлатӑп. Вӑл, хӑйӗн чӗрине уҫса пӑхасшӑн пулса, анчах унта пӗр-пӗр кивӗ япалана ҫӗнӗрен хускатасран хӑраса, хӑйне хӑй итлесе тӑчӗ. Хӗрачасем нимӗн те шарламӗҫ, мӗншӗн тесен Англие каяс килет вӗсен; Мери Джейн аукцион пирки тӑрӑшса ҫӳренӗшӗн, вӑл кунта Робинсон тухтӑрпа юлманшӑн корольпе герцог питӗ савӑнчӗҫ. Эпӗ те хӗпӗртерӗм. Пире ӑнӑҫсӑрлӑх йӗрлет, малтанхи ӑнӑҫсӑрлӑх вӑл — эпӗ экспедици валли япаласем хатӗрлеме Николая хушни. Эпир ӗнте ҫак йӑнӑша пула сехетсерен, минутсерен типшар тӳсетпӗр». Манса кайманччӗ эпӗ савӑнӑҫлӑ Цыгана та, Якку куккин лучӑрканса кайнӑ кӗлетки ҫине пӑхса, ирӗксӗрех шухӑшлаттӑм: — Астӑвать-ши вӑл Цыгана хӗресне лапчӑтса пӑрахнине? Ун ҫине пӗр-икӗ минут пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн калаҫма пуҫласа, Санин ҫак райри шӑплӑха пӑсасшӑн пулчӗ, анчах сасартӑк юнашар пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те, алӑк патне хура тӗрӗсемпе тӗрленӗ шурӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, аллисемпе мӑйне бриллиантсем ҫыхнӑ ҫамрӑк та чипер хӗрарӑм — Марья Николаевна Полозова хӑй тухса тӑчӗ. — Ҫак утрав ҫинче, ҫак пушӑ хирте, ӑнӑҫлӑх джентльменӗсемсӗр пуҫне, никам та пулман вырӑнта, Сильвер пиратсен хура ялавне ҫӗкленӗ пулӗччӗ. Ман ҫине ҫеҫ шан эсӗ. Эпӗ кун пек ӗҫсене ӑнланатӑп. Елена ӑна тимлӗн итлесе пычӗ, ун енне ҫаврӑнса, унӑн кӑштах шурчак пичӗ ҫинчен, унӑн юратуллӑ та йӑваш, анчах хӑй куҫӗсемпе тӗл пулассинчен шикленсе айккинелле пӑхакан куҫӗсем ҫинчен куҫне илмерӗ. Питӗ шел ҫав сирӗн пек ангелсене те пире… лере кайнӑ чух ҫеҫ… курма тӳр килнӗшӗн… — Эсӗ ман умра ывӑлушӑн ответ тытатӑн!.. Прокурор свидетельсене чӗнет. Эпӗ экзамена епле хатӗрленетӗп Тип эрнинче кӗҫнерникун атте, йӑмӑк тата Мимипе Катя яла кайрӗҫ, ҫавӑнпа кукамайӑн пысӑк ҫуртӗнче Володя, эпӗ, Сен-Жером кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Вара вӑл каютӑна кӗчӗ. Салтаксем пурте сиввӗн пӑхса, ним чӗнмесӗр ларчӗҫ. Юлашкинчен вӗсем хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне перӗнсе тӑраҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн вӑл питӗ кӳреннипе хаҫат экспедицинчен тухрӗ те сахӑр юратакан частнӑй пристав патне утрӗ. Ҫӗрле ҫутӑччӗ. Мӗн тытнӑ ҫавӑ алӑран тухса ӳкет, нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм эпӗ, нимӗн те ӗҫлемерӗм. Ҫав офицерсем хӑйсене пытарса усракан Яков Лукичпа тата Шырланпуҫри ытти казаксемпе пӗрле хӑҫан восстани пуҫлама, турра курайман совет влаҫне хӑҫан сирпӗтме шутланине карчӑксен питӗ пӗлес килнӗ. Тинтерех ҫеҫ иртнӗлӗхре юлнине вӑратрӗ асӗ… Стена обойӗ ҫинче, — япаласен ӗмӗлкисем. Кӗнеке ҫумӗнче — ҫурта. Ҫырана тухасси ҫур километр юлсан, эпир шыва лаплатса ӳкрӗмӗр, тӗлӗнмеллех тухрӗ вара — эпир тӗпне путмарӑмӑр, юшкӑн ҫине ҫаклантӑмӑр, ҫыран ҫине пӑхма вӑхӑт та ҫукчӗ-ха. Хам эпӗ кунта куҫмаллипех куҫрӑм. Чӑтма ҫук начар хула, тӗрӗс мар-и? «Ку тӗрӗс ӗнтӗ, — шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл председательте ларнӑ пухусенчен ку чи пысӑк пухуччӗ-ха, ҫавӑнпа унӑн сӑн-сӑпачӗ яланхи пек марччӗ. Ячейкӑри ытти ачасем унпа юнашар ларатчӗҫ те пикенсех темӗн ҫыратчӗҫ. — Педологи, — терӗ Валя. Амӑшӗ, ку сӑмаха илтсен, хӑраса, ним чӗнмесӗр хӗре питӗнчен пӑхса тӑчӗ. Ҫавӑнтанпа Васян амӑшӗ те хуйхӑпа ӑсран тайӑлнӑ: вӑл ачи путса вилнӗ ҫӗре килсе выртать те, астӑватӑр пулӗ, леш Вася ялан юрлакан юрра юрласа хурланса йӗрет, турра ӳпкеленӗ пек хурланса юрлать… — Ох, эсӗ усала вӗрентетӗн ӑна! Юри тенӗ пекех, учителӗн арӑмӗ таҫта, хӑйсен ялӗнчи паллакан ҫынсем патне, хӑнана кайма хатӗрленнӗ те, пӗр ик-виҫ кунтан тухса каймалла пулнӑ. Эппин, ачасем тавӑрма шухӑшласа хунине нимӗн те кансӗрлеме пултарайман. Пысӑк ӗҫ умӗн яланах учитель эрех сыпма юратнӑ, живописец ывӑлӗ хӑйӗн юлташӗсене ҫапла сӑмах панӑ: «Экзамен ыран тенӗ чухне, лешӗ ӳсӗр пулса хӑйӗн кресли ҫинче ҫывӑрса кайсанах, эпӗ ҫав мӗнпур япалана тӑватӑп та хам шкулалла тухса шӑватӑп», — тенӗ. — Тӑвансем! — кӑшкӑрса янӑ ҫав тери тӗлӗнсе хытса кайнӑ Аким Бесхлебнов. Пӗр ушкӑн ҫамрӑк анса юлсан, вагон каллех ҫӳлелле хӑпарса каять. Унсӑр пуҫне, пушӑ пек курӑнакан вырӑнсем яланах апла пулман вӗсем. Ӑҫтан лекнӗ-ха ӑна? Ҫыруне ҫурса пӑхам мар-ши тесе те шухӑшларӑм. Анчах усси мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Сана пур пӗрех канӑҫ памастчӗҫ вӗсем. Жухрай, матрос, пирӗнпе пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ. — Ҫавӑнччен пӗр минут малтан вӑрман хуралҫи чупса пырса чӳречерен шаккарӗ те — сыхланӑр, ачасем, сирӗн пата йӑтӑнса килеҫҫӗ, терӗ.. Вара ӑшӗ ҫуннипе ҫилӗллӗн ятлаҫса илчӗ. — Чакала! — терӗ Сизов. — Татнӑ-им ун урине? — Ӑҫта пултӑр тата вӑл? Халӗ ӗнтӗ пирӗн кунта хамӑр масар пулать, апла пулсан, ку вӑл — якӑрӗ тарӑн пӑрахнине пӗлтерет. Нимӗҫ маркисем юлаҫҫӗ-ши? Маркиз ывӑннӑ пулсан та нумайччен ыйхӑсӑр выртрӗ. Эпӗ иккӗленместӗп, эсир ҫӗнтерес тетӗр пулсан, эпир ҫӗнтеретпӗрех, — терӗ. Пӗр ҫамрӑк арӑмӗ ку-улӑшла тутар майриччӗ, эпӗ унпа пӗрле ҫылӑха кӗнӗччӗ,.. Картишӗнче ҫынсем ушкӑнпа кӗпӗрленсе тӑнӑ. Вӑл нимӗн чӗнмесӗр коляскӑн алӑкне уҫрӗ, тӑрантас виттине вӗҫертсе ячӗ. Енчен те ҫав урапасемпе ҫынсем чӑнах та пулнӑ пулсан, ҫак ҫеҫенхирте, ҫак ҫул ҫинче мӗнле килӗшӳллӗ курӑнӗччӗҫ вӗсем! — Эпир хамӑр, хамӑрах эпир! «Сталин юлташ, халӑх ӑнланать. Тепӗр самантранах коляска ҫитсе тӑчӗ, пурте анчӗҫ те, ҫатан хӳме урлӑ каҫса, ухлем курӑклӑ пахчана кӗчӗҫ. Ав мӗнле тап-таса ҫын вӑл, уяр кун умӗнхи шуҫӑм пек, мӗнле таса куҫпа пӑхать вӑл ман ҫине… Ну, эпӗ ҫавӑн пек чӑнласа юратма вӗренсе ҫитеймен пулсан, вӑл ӗҫе чухламастӑп пулсан, хӗрӗн пуҫне минретмелле те мар манӑн. — Яр-ха кунта! Ҫакӑ, Аркадий Павлыч каланӑ тӑрӑх, патшалӑх ҫынни, ҫӳллех мар, сарлака хулпуҫҫиллӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ те патмар, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, янкар пӗчӗк куҫлӑ, сарлака сухаллӑ ҫын. Санашкал айван курманччӗ хальччен! — Турӑ ирӗкӗ ӗнтӗ, — тавӑрчӗ хӗр, — халиччен пире турӑ хӑтарсах пыраканччӗ-ха, тен, халь те пӑрахмӗ. Павел ку ҫын сахӑр заводӗнче ӗҫлекен столяр Долинник иккенне палласа илчӗ. Кӑвак ҫуттӑн пӗрремӗш хӗлхемне кӗтетӗп эп. Эпир унпа ҫывӑхлана пуҫларӑмӑр ӗнтӗ, пӗрле хатӗрленме килӗшсе татӑлтӑмӑр, эпӗ хам вырӑна унпа ҫумлӑ пырса ларнӑ чух унӑн ҫывӑхрине кӑна куракан кӑвак та пӗчӗкҫӗ куҫӗсем хӗпӗртесе пӑхакан пулчӗҫ. Часах вӑл ӳсӗрни илтӗнчӗ, акӑ, вӑл хӑрах аллипе куҫлӑхне тытса, тепӗр аллипе пырне хупласа, алӑкран кӗчӗ. Шултра тата вӗтӗ астероидсем пулнӑран хӑшпӗр астрономсем ҫапла та шутлаҫҫӗ: тахҫан тӗнче уҫлӑхӗнче чӑннипех те катастрофа пулнӑ, пӗр-пӗр пысӑк планета ҫапӑнса ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Аслӑ пулӑр та хытӑ тӑрӑр. Дубава Цветаевран записка илет: «Митяй, халех тухса кала. — Ну, — ҫапах та… Мӗн, ман кунта ҫӗрсе лармалла-им? — Курнӑ, — тенӗ Фома, темӗскер шухӑша кайса. Эпир тапранса кайрӑмӑр. — Мӗн пирки? — терӗ тата Гленарван. Тепӗр чухне, стена ҫумӗпе упаленнӗ май чарӑнса, ыттисемшӗн паллӑ мар ҫӑмӑл сасса тимлесе итлетчӗ те, аллисене тӑратса, шпалер ҫинче чупакан шӑна патне кармашатчӗ. Хула пуҫлӑхӗсене палӑртса хурӗччӗ. Каялла кайрӑмӑр та каллех аташса пӗтрӗмӗр, — тенӗ. Огнянов ҫакна асӑрхарӗ пулин те ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ, хӑраса та ӳкмерӗ, ҫав ӑшӑ юн мӗне пӗлтерни ҫинчен вӑл асне те илмерӗ. — Ҫук, господин Мак-Набс, — терӗ буфетчик. — Анчах эпӗ сасартӑк вӗри сиксе тухнипе аптӑраса ӳкрӗм. — Акӑ мӗнле пиллӗхлӗ вырӑн! — тесе ячӗ Паганель. Эпир шӑнса хытма пуҫларӑмӑр. Эпӗ уй-хирте вӑрҫнинчен вӑрманта вӑрҫнине ытларах хаклатӑп. Ҫавӑн пек калакан ҫынсем нумай, вӗсен хушшинче чӑнласах калаканнисем те пур пулӗ; йӑлӑхса ҫитесси вӑл, хай, модӑ пекех, обществӑн ҫӳлти сийӗнчен пуҫланса, аялти сийне анать те, ӑна вара ҫӗтӗлсе пӗтичченех сӗтӗреҫҫӗ; ҫавӑнпа хальхи вӑхӑтра чӗререн салхуланнисем ҫав инкеке, шӑпа вырӑнне хурса, пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, — терӗм эпӗ. Юлашкинчен, виҫҫӗмӗш категорире — тӳрремех Конституци проекчӗ тӗлне пыракан тӳрлетӳсемпе хушавсене шутлас пулать. Эсир киле мӗнле пӗччен каятӑр-ха: тӗттӗм вӗт? Хӗрлӗ вутпа тармаклӑн ҫунса тӑнӑ унӑн куҫӗсем. Паркра ӳсекен буксус йывӑҫӗсен тӑррисене ҫав тери эрешлӗ касса илемлетнӗ, пур ҫӗрте те кӗтмен ҫӗртен ҫумӑр ҫутаракан тенкелсем тата «шыв механизацийӗсем» — эол арфисем, шӑхличлӗ шыв сиккисем — куҫа илӗртеҫҫӗ, тахҫан авал вӗсем паркра юмахри пек тӗлӗнмелле сасӑ парса тӑнӑ. «Апат хатӗр!» — сассине тӑсарах хыттӑн пӗлтеретчӗ вӑл, вара пурте хаваслӑ, кӑмӑллӑ питсемпе, аслисем малтан, кӗҫеннисем хыҫалтан, крахмалланӑ юбкӑсемпе кӑшӑртаттарса тата атӑсене, пушмаксене чӗриклеттерсе столовӑя кӗретчӗҫ те, хуллен калаҫкаласа, хӑйсен вырӑнӗсене вырнаҫса ларатчӗҫ. — Тӗлӗнмелле, маттур лаша! Тата темиҫе кун иртрӗ. Артона курма е вӗрнине те пулин илтме пулӗ-ши тесе, вӗсем хапха умӗнче кӑшт чарӑнса та тӑчӗҫ. Е тата сасартӑк тӗне улӑштарма хушӗҫ е (турӑ сыхлатӑрах!) темле хут ҫине ал пустарӗҫ те, ӑнсӑртранах чунна шуйттана сутса ярӑн! Вӑл хӑйне евӗрлӗ ҫынччӗ, анчах яланах мар, хӑйне евӗрлӗ пулнипе хӑшпӗр чух аристократла тыткалас тата пуянлӑх сахаллине саплаштарас ҫӗрте усӑ куратчӗ. Пӗчӗк пӳлӗмре Павел кулкаласа, аллине тӑсса тӑрать. Ҫав кунах Базаров та Феничкӑпа паллашрӗ. — Мӗскӗн чӗрчун! Апла пулсан та унӑн куҫӗсем шӑпах ҫуртӑн ҫунакан пайӗнчи урайӗнче выртакан ҫав ӑнланса илмелле мар япаласен хура купи ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен тырӑсӑр юлнӑ халӑха выҫлӑх кӗтет. Пӗр-пӗр сӳтӗлсе арпашӑннӑ ҫип ҫӑмхи ҫине пӑхатӑн та — малтан ӑна ним мар йӗркелесе ҫӑмхалассӑн туйӑнать. Пулма тивӗҫ! Алексей хӗрсемпе пӗрле, вӗсем садра ӗҫсе ҫиеҫҫӗ. — Итлетӗп, ваше высокоблагородие; анчах вӑл пӗр вырӑнта тӑмасть-ҫке… Бонапарт генерал та, сахал мар негр сутӑн илсе, вӗсенчен хӑйне сыхлакан салтаксем, мамелюксем евӗрлӗ отрядсем туса хунӑ. Арҫынсем хушшинче вӑл ҫав тери мӑнаҫлӑ каппайчӑклӑхпа уйрӑлса тӑрать, дамӑсемпе-тӗк — намӑса пӗлмен хастар пуҫарулӑхпа, картла пысӑккӑн вылять, кирек хӑҫан та телейлӗ ӑнӑҫупа, анчах офицерсен пуххинче мар, гражданла клубра, хула тӳрисемпе поляксен ҫак таврашри ҫӗр улпучӗсен килӗсенче. Ӗҫӗ палатӑна куҫрӗ. Палатӑран: ӗҫе ыран татаҫҫӗ, тесе пӗлтерекен хаваслӑ хыпара илсен тин Иван Иванович кун ҫути курчӗ, килӗнчен тухма шутларӗ. — Сыхлануллӑрах пулӑр, — тесе асӑрхаттарнӑ Ривэрӑна Спайдер Хэджерти. — Э-э, хамӑр енчисем! — кӑмӑллӑн чӗнчӗ ӑна Озеров. Акӑ курӑр-ха, сирӗнтен вӗсем тата эрех ӗҫме те илӗҫ. Пузыревский пуҫне йӗнер ҫине хурса ҫывӑрать. Каҫ пулас умӗн ун патне Любишкин чупса пычӗ, тарӑхса кайса ҫапла ыйтрӗ: — Вӑкӑрсем айне паянтан пуҫласа улӑм сарас вырӑнне хӑйӑр сапма пуҫлатпӑр эппин? Анчах ҫу иртсе кайнӑ, туйсем тумалли вӑхӑт — хӗл килсе ҫитнӗ, ывӑлӗ ҫаплах-ха авланас пирки сӑмах хускатман. Муани-Лунга вилӗмӗ Казондери мӗнпур ҫынсенчен пӗр ҫынна — Жозе-Антониу Алвиша ҫеҫ сиен кӳнӗ пулӗччӗ. Митман обер-лейтенант, ҫиле хирӗҫ тапаланса, чӑнкӑрах сӑрт ҫинелле улӑхрӗ. — Ӗненетӗп те, ӑмсанатӑп та. Вӑл хӑраса ҫеҫ кайман — сехре хӑпнипе пӗтӗмпех чӗтресе, пытанмалли вырӑн шыранӑ. — Ухмаха ернӗ хӗрача! — ҫивӗччӗн те темӗскертен хӑранӑ пекреххӗн кӑшкӑрчӗ хайхи сасах. Ҫакна ҫирӗп асту эсӗ! — Эсӗ-и, Гуж-ле-Брюан? — Мӗншӗн аса илес мар? Сирӗн миҫе лаша? — Мӗн тӑвас тетӗн! — сас пачӗ Уэлдон миссис. Уйра, шур юр ҫинче, пӗр пысӑк ушкӑн ҫывхарса килни курӑнать. Нимӗҫсем пек цепьпе мар, пысӑк ушкӑнпа утаҫҫӗ вӗсем. Кӗрт ҫине кӗре-кӗре ӳкеҫҫӗ. Хӗҫ-пӑшалсӑр. Пурте кивелсе кайнӑ кӑвак шинельсемпе. Нечаев арӑмӗ урапа ҫине тӑчӗ, усӑннӑ шаль тутрине тӳрлетрӗ, унтан:— Ну, хӑвӑртрах ларӑр, хӗрарӑмсем! Тихон вӑл сасса хупласа лартрӗ: — Санӑн аҫу та ҫавӑн пекех пулнӑ: вӑл ман пиччене вӗлерчӗ. — Эпӗ ун ҫинчен каламарӑм. Пӑхӑр та тӗлӗнӗр, унӑн телейне ӑмсанӑр! — Луизӑпа мустангер ҫак сарлака ҫурӑк урлӑ сиксе каҫнӑ пулӗ тетӗр-им эсир? Ҫак самантра Гленарванпа Джон Мангльса кают-компанине чӗнчӗҫ. Вӗсен умне хӑйсем ҫыран ҫинче питех нумай шухӑшланӑ апата пырса лартрӗҫ. — Тӗрӗссипе калас-тӑк ӗнтӗ, вӑрҫса тӑксан, мана лайӑхрах та пек туйӑнать. Темле, ӑшчик канлӗрех пек. Ҫапла каласа, вӑл хӑйӗн аллине Артур аллинчен туртса илчӗ те ӑна питӗнчен ҫупса ячӗ. Ун океан ҫумӗнчи пайӗнче пӑрахутсем ҫӳреҫҫӗ, тата вунӑ ҫул та иртмӗ, вӗсем ун ҫӳлти пайнелле ишме пуҫлӗҫ. Кӳме урапи саланнӑ. Вӑл историре вут ҫулӑмлӑ кӑмӑл-шухӑшсем тӑп туллиех, ӑссӑрлансах паттӑрла ӗҫсем туни, пур-пурла благородство, юмахри пек ӗҫ пит ӑннисем, дуэльсемпе вилӗмсем, пит ырӑ кӑмӑлтан каланӑ сӑмахсем тата ытла та ирсӗр хӑтланнисем шутсӑрах нумай. — Полици! — тесе кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. Ирхине сире кӑштах самай пек, эсир тепӗр пӳлӗме тухатӑр. Эсир пӗлнине эпӗ пӗлетӗп, мӗншӗн тесен эсир ӑна хӑвӑр пытарнӑ! Авӑ мӗн патне илсе ҫитерчӗҫ мана вӗсем, ылханлӑ чунсем!.. Ҫул йывӑрланса килчӗ. — Соколов-и? Пӗлместӗп, Марийка, пӗлместӗп. — Санӑн юлташусем тата камсем? Пурте хамӑрӑнсем вӗт… «Мӗн вӑл пӑтраштарса калаҫать?» терӗ хӑй тӗллӗн Бульба. Малта, хӑй умӗнчи ҫула патакпа хыпашласа, вӗлкӗшекен шурӑ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм та шурӑ мӑйӑхлӑ старик утать. Площаде тухсан, эпӗ пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм, виселица ҫине пӑхса илсе, пуҫӑма тайрӑм, унтан крепӑҫрен тухрӑм та хамран юлми Савельичпа пӗрле Оренбург ҫулӗпе утрӑм. А! Ҫывӑрса кайнӑ чухне те хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмне улӑштармасӑр, вӑл савӑнӑҫлӑн йӑл кулчӗ, куҫне киленнӗн хӗссе, ыйӑх тӗлӗшпе ҫапла шухӑшларӗ: «Дубцов бригадинчи апатра тин ҫеҫ пуснӑ така какайӗ пулать-пулатех вӑл, ман чӗре сисет ҫакна! Ноябрьтен пуҫласа март уйӑхне ҫитичченех ку ҫӗршывӑн тӳпине пӗр пӗлӗт татки те салхуллантармасть, кунсӑр пуҫне Андо сӑрчӗсемпе хӳтӗленсе тӑракан мӗнпур ҫырансен тӑрӑшшӗпех ялан кӑнтӑр ҫилӗ вӗрсе тӑрать. Аслӑ тинӗс ҫӳревҫисем ҫинчен каланӑ май ҫавсен маршручӗпе халӗ вӗсен карапӗ ишсе пырать, вӑл Христофор Колумб хӑй Ҫӗнӗ Тӗнче уҫнине пӗлмесӗрех вилнӗ, тесе тӗртсе хучӗ. Тӳррипе каласан, шкулта мана хам пынине ним чухлӗ те сисмен пек йышӑннӑшӑн кӑштах кулянтӑм та. — Тӗлӗнмелле япала! Эсир Галлипе тавлашмасӑр пӗртте чӑтса тӑраймастӑр. Йытӑпа кушак пекех! Мӗншӗн пурӑннӑ эсир? — тесе ыйтӑҫӗ вӗсенчен. — Мӗнле? «Кайрӑмӑр!» хӑйӗннех печӗ Бульба, жид вара ассӑн сывлакаласа нянька пек ун хыҫҫӑн утрӗ. — Лайӑх, шуйттан! — мӑкӑртатса илет купец майрине лӑплантарса пурӑнакан мӗскӗн этем. Леденев, ҫак хӑй анчах ӑнланма пултаракан пуплеве ырласа, пуҫне сулчӗ. Вӑхӑчӗ мӗнле те — ҫынсем ав ҫапах та авланаҫҫӗ-ха тейӗн эс! Акӑ эсир чиперех сиксе тухрӑр пулас-ха. Куҫкӑ ун патне авӑрланӑ пистолет илсе пырать. Вӑл кӗрслеттерет те шӑнана стена ӑшнелле путарса лартать, — терӗм. «Генька та паллаймарӗ, ниушлӗ эпӗ ҫав териех улшӑннӑ?» Сирӗн сӑн-питӗр мана килӗшрӗ, эсир тӳре кӑмӑллӑ ҫын пулсан, эпӗ сире пулӑшӑп. — Питӗ аван, господин Паганель, — терӗ Гленарван, — сирӗн кӑмӑлӑра эпир пурӑнӑҫа кӗртӗпӗр. Эпӗ вара эсир пирӗн патӑрта татах темиҫе кун хӑна пулнӑшӑн савӑнсах тӑратӑп. Ҫӑтмахри пек пурӑнать хӑй, путсӗрскер, пире те канлӗх памасть! Вӑл эгоистла, пӗрне тепринчен уйӑрса яракан сӑмах мар-ши, тесе каласшӑн эпӗ. Вӑл малалла та канӑҫлӑн ларма хӑтланнӑ, анчах пултарайман. — Ах, турӑҫӑм, мӗн эсир пит, пулмасӑр! — пакӑлтатрӗ карчӑк, Воропаева хулпуҫҫине хӑйӗн хӑмӑртарах аллисемпе тӗкӗнсе. Паганеле илсен, вӑл вара нимӗн пӑлханмасӑр лӑпланса ларать. Тумтирне пӑхсан, вӑл, тирпейлӗхе юратса, мӗнле тӑхӑнмаллине лайӑх пӗлни курӑнать; типшӗмрех кӑна пӗчӗк аллисенче шупка сарӑ перчетке. Эпӗ ун ҫине ӑшшӑн пӑхса илтӗм. Вӑл йӗрет, ҫав вӑхӑтрах хавасланнипе йӑл-йӑл кулать. Эпӗ сире les Chӑtiments de Victor Hugo парам-и? — тӗлӗнмелле! L'avenir le qendarme de Dieu кӑштах хӑюллӑ каланӑ, анчах вӑй-тӑк, вӑй. — Ун пек шухӑшламастӑп, — хирӗҫ тавӑрчӗ Берсенев. Ҫапах та вӑл Беккие шанчӑк пама тӑрӑшнӑ, анчах, вӗсем пӗр ӗмӗр хушшиех пӑшӑрханса кетсе тӑрсан та, сасӑсем урӑх илтӗнмен. Унӑн ҫап-ҫаврака хулпуҫҫийӗсем мӑйне хупӑрласа тӑнӑ, йӳҫӗ тӳрех кӑкӑртан ӳссе тухнӑ пек туйӑннӑ, ҫапла вара вӑл та курпун пек курӑннӑ. Дятлова тата унӑн хырӑмне пӑхса илсен, вӑл Андрее хулпуҫҫирен тӗртрӗ. Австралин ҫӗрне пӑртак аяларах тӑракан широтапа каҫмалла пулсан, ӑна чи анлӑ вырӑнӗпе таҫта ҫитиччен сарӑлса каякан пушхирсем урлӑ, чӑтмалла мар шӑрӑх тӑнӑ ҫӗрсенчен каҫса каймалла пулсан, — пӗр сӑмахпа, халиччен чи маттур шыравҫӑсем те туса курман ҫулҫӳрев ҫинчен сӑмах пырать пулсан, эпӗ вара ку сӗнӗве паман та пулӑттӑм. Кунта вӗсем ватса пӗтернӗ хӳшӗсемпе юхӑнтарса янӑ хирсене тата пушар хыҫҫӑн юлнӑ кӗлсене курчӗҫ. Ахӑртнех, ялта нумай пулмасть кӑна ҫапӑҫусем пулса иртнӗ пулмалла. Мӗскӗн ҫулҫӳревҫӗсене кунта тепӗр инкек кӗтсе тӑнӑ. Паллах — секретарь мар. Уйӑхпа планетӑсем ҫапла каланӑ пулӗччӗҫ ӑна: «Сан карапу океанри ҫав-ҫав точкӑра!» Ҫак кӗнекен пӗрремӗш страници ҫине ҫапла ҫырса хунӑччӗ: «Малалла» — ку вӑл унӑн карапӗн ячӗ. Володьӑн вӗсене ятла-ятла кӗҫех сасси тытӑнатчӗ. Кашнинчех, ҫын пурнӑҫпа ҫырлахманнине, пурнӑҫ хӑйне пыра-пыра ҫапнине хирӗҫ тӑрса, хӑйӗн ӑсӗнче хӑнӑхса ҫитнӗ ыйтусем пирки пикенсех ответ шыра-шыра кӑмӑлсӑрланса юлнине асӑрхасан, амӑшӗн чӗри савӑнӑҫпа тулчӗ. Майлӑ вӑхӑт пуласса кӗтетӗп, Грушницкий, мӗлке пекех, княжна хыҫҫӑн йӗрлесе пур ҫӗрте те ҫӳрет: вӗсем вӗҫӗмсӗр калаҫаҫҫӗ, хӑҫан вӑл ӑна йӑлӑхтарса ҫитерӗ-ши? Ҫак праҫник кунхи ире — хӗллехи пирвайхи ире Мускав яланхи пек мар кӗтсе илчӗ. Унтан хут ҫине темӗн ҫырчӗ те ӑна хӑй ӑшӗнче вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ: — Акӑ куратӑн-и, кунта: «Тӳлесе илнӗ», — тесе ҫырнӑ. Темиҫе утӑм эпир чӗнмесӗр утрӑмӑр та, сасартӑк палаткӑран юлнӑ шӑтӑкра пӗр ҫынна курах карӑмӑр: вӑл шӑтӑк тӗпӗнче хӑрах аяккӑн тайӑнса, хулпуҫҫийӗпе окоп стени ҫумнелле сӗвенсе ларатчӗ, пальто унӑн хӑрах енчен хӑлхинчен ҫӳлӗрех хӑпарса кайнӑ, вӑл ӑна хывма тытӑннӑ та хывса пӑрахайман пек туйӑнатчӗ. Вилӗмпе кӗрешмеллӗх хӑварайман ҫав. Астӑвӑр, эсир хӑвӑрӑн пурнӑҫна ҫӑлатӑр! Анчах ҫакӑ вылякансене тӗлӗнтерсе ямарӗ, манпа пӗр ҫулхи пӗр темле арҫын ача ҫеҫ систерсе кӑшкӑрса ячӗ: — Астӑвӑр — вӑл телейлӗ, вӑл Звездинкӑри чертежник, эпӗ ӑна пӗлетӗп! — терӗ. — Э? Анчах мана питӗ йывӑр пулчӗ, ҫапах та карап уҫӑ тинӗсре чухне эпӗ ҫын куҫӗ умне курӑнас темерӗм. Ҫак туйӑм уншӑн тутлӑ апат хыҫҫӑн та, хӗрарӑмпа ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн та пӗр пекех кӑмӑллӑ пулнӑ. — Ӑна Городцов ҫураҫатчӗ, анчах Цимбал маларах ӗлкӗрчӗ, вара Воропаев, хӑйматлӑх ашшӗ вырӑнне пулса, иккӗмӗш каччӑ майлӑ ҫаврӑнса ӳкрӗ, — Левицкий, анчах Цимбал интересӗсемшӗн пыракан кӗрешӗве хӑй хутшӑнни ҫинчен шарламарӗ. Хӑйӗн шапи. Виҫӗ ҫул иртсе кайнӑ. Тӑна кӗрсен, пӑхатӑп: эпӗ папирус чӑтлӑхӗнчи вӑрттӑн кӗтесре выртатӑп, Геркулес мана пит тӑрӑшса пӑхать… Епле те пулсан паллӑпа ыйтасчӗ вӗсенчен, — мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши? — Ҫапла. Граждан вӑрҫи… — Граждан вӑрҫи? — тесе ыйтрӗ Паганель. — Ҫапла. Парагвай Буэнос-Айреспа вӑрҫать. Вӑрҫӑ! Эсир те сыв пулӑр, господасем!» терӗ вӑл ҫавӑн пекех мӑнаҫлӑн, пурин ҫине те ҫаврӑнса пӑхса: «Хамӑн прошени кирлӗ пек пурнӑҫа кӗрессе шанатӑп», терӗ те, пӗтӗм присутствие тӗлӗнтерсе, тухса кайрӗ. Вӑл вӗсем хушшинче сиввӗн, чӗнмесӗр тӑрать, Сережка Брузжак класран тухмасӑр тӑрать, вӑл хӑй айӑплине туять, анчах юлташне нимӗнпе те пулӑшма пултараймасть. — Пурте ӗлӗкхи пекех. Эпир ҫав тери хӑранипе пӗр хусканмасӑр тӑратпӑр. Вара, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа илме ӗлкӗреймесӗрех, вӑл уҫӑ шӑтӑк умне пырса тӑнине курать. Ҫав вӑхӑтра капитан, эпӗ тӗлӗнсе сӑнаса тӑраканскер, арчинчен тата чышса тултарнипе хӑпарса тӑракан кӗъисенчен темиҫе тӗрлӗ япаласем: Британи ялавне, вӗренсен ҫыххине, перо, чернила, судно ҫинчи журнала тата темиҫе кӗренке табак кӑларчӗ. Тимӗрҫ лаҫҫинче васкавлӑн тунӑ шӗвӗр вӗҫлӗ пӑлатна тимӗр патаксем тытса, вӗсем ҫӗре чиккелеме тытӑнчӗҫ. Чиккелеме стена патӗнчен пуҫларӗҫ, ҫапла майӗпен тепӗр енчи стена патӗнчи тырӑ сӑвӑрмалли машина патнелле куҫса пычӗҫ. Хӗр каласа кӑтартнисем тӑрӑх, Тарас — йӑлтах урӑхла, хӑйне уйрӑм этем пуль, ахаль ҫын евӗр мар пуль, тесе шухӑшланӑ Фома. Ҫак кунран тытӑнса литература ӗҫӗсем икӗ хут хӑвӑртрах пулса пыма пуҫларӗҫ. Эсӗ пӗлместӗн-и, мӗн шыранӑ-ши вӗсем? — терӗ. Анчах та чирлӗ ҫынӗ шыв ӗҫмере, стакан ахалех унӑн шӑлӗсене тӗртӗнсе шӑкӑртатса тӑчӗ, шывӗ минтер ҫине тӑкӑнчӗ, ҫав хушӑрах Комиссар хӑй пурпӗрех пӗрре ыйтса, тепре хушса ҫав сӑмахах каларӗ. — Флинт капитан пулнӑччӗ. Ҫав ҫынсем ҫак кӗнекере каланисенчен хӑйсене палласа илсен, мана уншӑн ан кӳренччӗр. Эпӗ хамӑн пиччене каласа кӑтартатӑп. Вырт та ҫывӑр!.. Ну, халь каяс пулать, мисс Луиза. Эй, Паоло! Пӗтӗм яла ҫав тери пысӑк, халиччен пулман инкек кӳрсе айӑпа кӗрес килмен ун. — Ту хырҫи урлӑ каҫиччен эпӗ сирӗнпе пырӑп, унта эпӗ метеоролог патӗнче ҫӗр каҫӑп та, ирхине вара журналистсен экскурсине пырса хутшӑнӑп. Ну-ка, иш лайӑхрах! Пӗтӗм вӑйпа вӗҫтер! Ҫавӑнпа Яшка Маякин этем меслетсӗр ӑслӑ та… — Ҫук, халех калаҫӑпӑр, — хирӗҫлерӗм эпӗ. — Юрӗ, юрӗ, — тенӗ хуҫи, анасласа. Унтан Николай Антоныч тухса каларӗ, каласса вӑл та питӗ лайӑх каларӗ, ун хыҫҫӑн Варя аппа комсомол ячейки пӗтӗмпех ОДВФ-на кӗрет тесе пӗлтерчӗ. Эй, Мильн-Эдвардс. Мӗншӗн апла-ха вӑл, мӗншӗн-ха шухӑшсем ирӗксӗрех пуҫа кӗреҫҫӗ? — Протоколсӑр та юрӗ. Колчо вара чӑтайми сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Халӑх, мана ирттерӗр ӗнтӗ! Ҫул парӑр! Ах, вилетӗп, ах, вилӗм ҫитсех ҫитрӗ иккен мана… сывлӑш тухми пулчӗ… аннеҫӗм! — терӗ те хӑй умӗнче тӑракан ҫынсене тӗксех тӗкме тытӑнчӗ. «Тӑхта, ачамккӑ! — кӑшкӑрчӗ тимӗрҫӗ: — Ак ҫакӑ мӗнле пек туйӑнӗ сана?» Ну-с. — Людо… кар… Хамӑр эпир шкул ҫуртӗнче пӗр этаж аяларах пурнаттӑмӑр та, ман куҫ умӗнче пӗтӗм шкул пурнӑҫӗ иртетчӗ. Ямшӑксем часах лашисене кӳлсе те тӑратрӗҫ. Пӗррехине Игнат хӑйӗн арӑмӗнчен пӑртак туллирех ответ илме пултарнӑ: — Чӗрере ман, темӗскер, тӗтреллӗ япала. — Геннадий Александрович — ӑслӑ ҫын, тата, ваттисем каланӑ пек, ырӑ ут та такӑннӑ тет вӗт-ха, — асӑрхануллӑн хушса хучӗ ответлӑ работниксенчен кулнине юратман Широкогоров. Ав ҫавӑн ҫинчен аса илетӗн те, шутсӑрах йӗрӗннипе чӗтресе илсе тӗлӗнетӗн — мӗнле эпӗ ухмаха ермен-ши, никама та вӗлермен? Кӗнеке страницисем каштӑртатса илчӗҫ — Павел каллех вулама тытӑнчӗ пулмалла. Тепӗр кунне ирех мана чӗнчӗҫ. Илсе тухмасан — халех казаксене чӗнсе килетпӗр, вӗсем часах санӑн мӑйна хӑяккӑн пӑрса лартӗҫ! Пӗтӗм тырра шӑпӑрпа шӑлса тухса каяҫҫӗ, килсене вут тивертеҫҫӗ! Марс курӑннӑ вӑхӑтра ҫуралакансене хытӑ чӗреллӗ, ҫӑткӑн, ҫар ҫынни пулать, тенӗ, мӗншӗн тесен Марс, римлянсен шучӗпе, вӑрҫӑ турри пулнӑ. Калӑпӑр, унӑн пӗр-пӗр ӗҫпе станицӑна каймалла, вӑл хӑйпе ҫарта пулнӑ утне витӗрен илсе тухать, йӗнерлет ӑна — тӳрех сиккипе! — Ҫук, мексиканка, пурнассине РиоГранде таврашӗнче пурнать. Хӑш чухне вӑл пирӗн пата Леона тӑрӑхне килсе ҫӳрет; кунта унӑн хурӑнташӗсем пурнаҫҫӗ. Ҫӗнӗ Зеланди те Англи аллинче, Тасмани те, Четем утравӗсем те; Ҫак ушкӑн ҫийӗн аслати ҫапнӑннах туйӑнать — вӑл хӑйӗн хӑвӑрт чупакан аллисемпе вӗсене пырса сӗртӗнчӗ те кашнин чӗри чӗтренсе тӑчӗ, тейӗн. МХАТ-ри пек имӗш. — Пӗртак выртмаллах пулать-ха сан, — терӗ Юргин, тусӗ ҫине айӑкран пӑхса. Анчах эпӗ ӑна пачах ӑнланаймастӑп. Ҫакӑн ҫинчен вӑл намӑса пӗлмесӗр, тӳррӗн, пӗр пытармасӑр ыйтнӑ, ҫав вӑхӑтра унӑн нӳрлӗ куҫӗсем ӑшшӑн кулса хӗсӗннӗ, сасси мӑрлатса тӑнӑ, хӗрӗпе кӗрӳшӗ хушшинчи ӗҫсем ҫинчен тӗплӗрех пӗлес килнипе вӑл хытӑ пӑлханнӑ. Анчах пӗррехинче, март уйӑхӗнчи пӗр ӑшӑ, аэродромри юр тӑруках хуралса путса ларнӑ кун, Алексей хӑйӗн истребителӗпе зонӑна вӗҫсе хӑпарчӗ. — Тупа тӑватӑп, сирӗнпе калаҫни мана йӗрӗнтерет. Кантӑкӗ йытӑ кӗмелӗх те ҫук. Аслӑ хӗрӗ Елена, сарлака питлӗ, сарлака кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, пуянлӑха тата ӗҫкӗпе супакан упӑшкине пула иртӗнсе кайнӑскер, пачах та ют ҫын пулнӑ; сайра хутра вӑл ашшӗпе амӑшне курма пынӑ, хӑй ҫав тери хаклӑ тум тӑхӑннӑ, пӳрнисем ҫинче унӑн темӗн чухлӗ ҫӗрӗ пулнӑ. — Александр Силычӑн. Экспедицине хатӗрленме ҫав кунах пуҫларӗҫ. Индеецсем сисмесӗр юлччӗр тесе, вӗсем питӗ вӑрттӑн ӗҫлерӗҫ. Унӑн наҫилккана кама та пулин урӑххине ҫӗклеттерес килет, ҫакӑн пирки вӑл пӗрре ҫеҫ мар сӑмах та тапраткаласа пӑхрӗ, анчах Андрейӗ вӑл каланине хӑлхана чикмесӗр е илтмесӗр пӗрехмай утать те утать, хӑйӑлтатса сывласа, тумхахлӑрах ҫӗре аттипе кӑптӑртаттарса утать, — тӗлӗнмелле, халиччен пулман тимлӗх пур иккен ҫак чирӗпе кӗрешсе пыракан патвар этемре. Эсир, Артамоновсем, пурте пӗлме тӑрӑшакан ҫынсем. — Ан шарла, Андрей! Давыдова Нагульнов шутланӑ пек килсе тухмарӗ; унӑн хӗрарӑмсемпе харкашмалла пулмарӗ. Мӗн, вӗчӗ пур-им сирӗн ман ҫине? Мана начар пулсан, ӑна та начар пултӑр, тетӗр-им? — Калӑп. Темиҫе ҫӗр ҫул ылмашӑннӑ ку ҫӗрре тунӑранпа, ун чулӗн хыҫал енне пӗтсе ларнӑ авалхи халӑх чӗлхипеле: «Пурте иртет», — тесе ҫырнӑ-мӗн касса. Тӗрӗксем ҫук-ха… Курӑнмаҫҫӗ те ҫав ирсӗрсем! Вӑл пӳлӗмне чупса кӗчӗ те, питне аллисемпе хупласа, вырӑнӗ ҫине ӳкрӗ. Малта — уҫӑ тӳрем, пирӗн ниҫта пытанма та ҫук. Джемма сӗтел патӗнче ларса пӗр евӗрлӗ сасӑпа Мартиние цифрсем калать. Мартини пӗр аллипе пысӑклатакан кӗленче; тепӗр аллипе шӗвӗртнӗ ҫинҫе кӑранташ тытса кӗнеке страници ҫине аран-аран курӑнакан паллӑсем тӑвать. Хӗр макӑрма чарӑнчӗ. Ӑна Генри Пойндекстере вӗлернӗ тесе айӑплаҫҫӗ теме те кирлӗ мар. Салтак ҫаплах унпа пӗр еннелле утса пырать. — Мӗнле тем инкекӗ? — тет ӑна хирӗҫ хаяр арӑмӗ, — ай, ваттисем асӑрхаттарнине мантӑн-им? Леш тӑваткал янахлӑ ҫын ун умӗнчех кулса ячӗ. Эсир мана юрататӑп тесе ӗнентертӗр. Лашасене кунта шыв астарса килет, е вӗсене ҫак тӑвӑр вырӑналла мустангерсем хӑваласа кӗртеҫҫӗ. Яков иккӗленсе, унталла-кунталла пӑхса, тимлӗн итлесе, кӗсйинчи револьвере аллипе чӑмӑртаса пынӑ пулин те — Носков Якова пуринчен ытларах шӑп ҫак сехетсенче тытнӑ — вӑл ун ҫинчен те лӑпкӑраххӑн шухӑшласа пычӗ. Индеецсем-и? — Мухтав турра, сывах. Вӑл ҫапла калатчӗ: ҫаксене пурне те уставщиксем хӑйсен пуҫӗсенчен шутласа кӑлараҫҫӗ, тетчӗ. Асӑрхавлӑ майор вӗсене таптаса сӳнтерчӗ: ҫак хӑрӑк йывӑҫсен вӑрманӗнче пӗр хӗлхем те питех хӑрушӑ пушар тума пултарнине вӑл аванах пӗлет. Эпир тавӑрӑнса киличчен эсир ун патӗнче пулма пултаратӑр. Анчах астӑвӑр: вӑл вырӑн ҫинчен сиксе ан тӑтӑр, тата эпӗ ҫыхса янисене вӗҫертсе ан пӑрахтӑр. Ҫиелтен пӑхма — пӗр ырханккаскер, интеллигент-историк пулнӑ вӑл… Ирӗк ҫӗре тухать те, унта часовня пек, тӗреклӗн тӑрать. Чӗнтернӗ пулсан ӗнтӗ, палтах, эпир те кирлӗ ҫынсем. Эпӗ ӑна хамранах пӗлетӗп: хӑшпӗр чух итлемӗттӗм те сана, анчах эсӗ пӗр сӑмах калатӑн та, — ирӗксӗрех сана кирлӗ пек тӑватӑп. Хӑй шухӑшне пурнӑҫа кӗртеймерӗ, пуҫланӑ ӗҫне туса пӗтереймерӗ, — ҫавӑ ҫеҫ. Анчах та — нумай вӑхӑт мар. Тург-и? — илтӗнчӗ такамӑн сасси. Халех-и? Ытла япӑхлансан, мана ватлӑх пӗтӗмпех пусса ҫитерсен, артиста та кайма пулатарӑп. Упӑшка Севастопольте пулнӑ. Чиркӳре Василий пуп мӑнкун тумтирне тӑхӑнса хатӗрленет. Ӑна эпӗ халӗ тӑваймӑп. — Мӗн тӑватӑр эсир кунта, — хыттӑн ыйтрӗ Санин, — мӗншӗн эсир килте мар? Анчах ӑс-хакӑла пӑхӑнса пурӑнакан гуигнгнмсем, эпӗ хамӑн икӗ алӑ пурришӗн мӑнаҫлӑн савӑнман пекех, хӑйсен паха енӗсемпе сахал мухтанаҫҫӗ. Эпӗ ӗненместӗп ӑна. Антон Прокофьевич алӑкран пырса кӗрсенех ӑна йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ. — Хӑҫан… тухса каяс тетӗр? Анчах ҫав участока йышӑниччен малтан траншейӑсене тарӑнлатмалла, ҫӗнӗрен блиндажсемпе дзотсем тумалла, команднӑй пунктсемпе наблюдательнӑй пунктсем туса хатӗрлемелле. — Ним те мар, ним те мар, ларӑр, ан пӑшӑрханӑр, манӑн халех тухмалла… — Эсӗ… Вӑйсӑрланса пыракан сасӑпа калаҫса, вӑл амӑшӗ хирӗҫ чӗнессе кӗтмесӗрех ыйтса пычӗ: — Эпӗ Иван, шӑвӑҫ ӑсти — эсир кам пулатӑр? Пӳртре вӑл мана кивелсе путӑклансах кайнӑ тенкел ҫине лартрӗ, хӑй мана хирӗҫ лутра сак ҫине вырнаҫрӗ: — Ну, халӗ ӗнтӗ эпӗ сан ҫине тӑраничченех пӑхатӑп, — тет, мана икӗ аллӑмран та тытса. — Эй, тур-папай, миҫе ҫул ӗмӗтленнӗ эпӗ сана курма, юлашкинчен акӑ эсӗ тинех кунта! Анчах вӑл тӑма пултарайман. Унччен пӗр кун малтан ҫеҫ вӑл мана каланӑччӗ: — Виҫмене эпир санпа, ероха-воха, Перме ҫитетпӗр, мунчана каятпӑр лайӑххӑн милӗкпе ҫаптарса илетпӗр, унтан — музыкӑллӑ трактире яра паратпӑр! Туртмалли хатӗрсемпе ҫавӑн чухнех усӑ курма, туртса пӑхма шут тытрӑм. Уҫланкӑ хӗрринчи вӑрмана касса тухрӗҫ, таврари ҫӗр турпаспа витӗнчӗ, ӑҫта килчӗ унта сарӑ пура курӑна пуҫларӗ; ҫапах та тата тумалли ӗҫсемпе танлаштарсан, ку пуҫламӑшӗ ҫеҫ-ха; вӑрманӑн пӗр пӗчӗк пайне ҫеҫ каснӑ. — А, эсӗ-и, Акулина, — нимле мар пек те сиввӗн йышӑнатчӗ кукамая хуса майри. Унччен Луиза патне кайса, паспорт илсе килем. Ӑна вӑл эпӗ ыйтсанах пама пулчӗ. Е сан ҫурӑму ҫине ҫӑпансем тухнӑ-и?!» Вӑл кӑркка ҫӑмартисене ӗҫсе ҫӳресе, кӑркка ӑратне чакарса пырать те ӗнтӗ, анчах ҫавӑ унӑн пӗртен-пӗр апат-ҫимӗҫӗ пулать вӗт-ха, ман ҫавӑншӑн ун ҫине ҫилленмелли те ҫук ӗнтӗ. Эпӗ хампа пӗрле кунти пур листоксене те илсе кайнӑ — вӑтӑр тӑваттӑ вӗсем. — Ху эсӗ хуралҫӑ! — терӗм эпӗ. Кам хӗнет вара вӗсене? Илемлӗ янӑрамасть, Павел тени лайӑхрах. Кливера, стаксельсене, чалӑш гротпа топселе палуба ҫинченех лартма та, илме те пулать, мӗншӗн тесен вӗсене рейсенчен сеаньӑпа карӑнтарман. — Эпӗ … гусар полкӗнче службӑра пулнине эсӗр пӗлетӗр, — терӗ Силвио. Кукаҫей хӑм терӗ, кукамай ҫине пӑхса илчӗ те шӑпах пулчӗ. Пирвайхи ҫутӑ килсенех Джон Мангльс, Паганель тата Гленарван фургон таврашӗнчи ҫӗрсене разведкӑна кайрӗҫ. Эпӗ унта нумай выртрӑм! Джим сана нихҫан та манас ҫук, Гек. Анчах та Катя ӑна интересленсех итлерӗ. Хӑйӗн тумӗ ҫине ку таранччен питех те ҫаврӑнса пӑхманскер, халь вӑл сасартӑк брюкине куллен якатнӑ, формӑллӑ курткин тӳмисене пурӑпа тасатнӑ, вӗҫевҫӗсен парад чух тӑхӑнакан шур тӑрӑллӑ та значёклӑ картузне чемоданран кӑларнӑ; кунне икӗ хут хӑйӗн шӑрт пек хытӑ сухалне хырнӑ, каҫсерен вара, тӗкӗр умӗнче унӑн-кунӑн ҫаврӑнкаланӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен тухакан Ольӑна кӗтсе илме завод патне кайнӑ. — Тен ҫапла та пулӗ, — терӗ Грэй. — Анчах тӗрӗс сывлӑхлӑ ӑспа тӑрать пулсан, эпӗ вара ухмаха тухнӑ курӑнать. Хӑй тӑлӑх тесе тӗрӗсех калать ҫав. Шыҫӑ сарӑлса пынине темӗнле «блокада» тенӗ тӗлӗнмелле ҫӗнӗ меслетпе чарма май килнӗ. Малалла ярса пусмассеренех тавралӑх улшӑнса пырать. — Эпӗ аяккалла тарас тенӗччӗ, анчах урасем хӑйсемех мана кунталла сӗтӗрсе килчӗҫ. Унра вара ҫавӑнтах, ача-пӑчанни евӗр, — халлӗхе унра чӑн та ачалӑхлӑх нумай юлнӑ-ха тавӑраслӑх тӗлӗшпе ӳсӗртсе яракан фантастикӑлла ӗмӗтсем вӗресе ҫӗкленчӗҫ. Вӑл акӑ мӗншӗн хӑрарӗ: хӑвӑртрах ҫитмесен, Мускавран вӗҫсе килнӗ самолёт вӗсене кӗтсе илмесӗрех каялла кайӗ, вара унӑн вилӗмрен хӑтаракан клиникӑна паянах лекесси пулмасть, тесе шухӑшларӗ вӑл. — Ку сире чӑрмав кӳрессине пӗлеймерӗм, — терӗм эпӗ. «Турӑ ҫырлахах,» — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. Пӑхса ӳстермелле те пурлӑх кӑна хатӗрлесе памалла. Пуҫларӗ хайхи ҫавӑрттарма… Илтетӗн-и ҫак эс, Солоха, вӑт ҫавӑрттарать… Матур, матур!.. Нагульновпа Титок хутора кӑнтӑрлапа тин ҫитрӗҫ. Ҫурт тытуҫин мӑй-мӑй сасси кайӑк сӑмахӗсене сапалать-ывӑтать, такама ятлать. Художниксем-футуристсем ҫурт стенисен ҫумне тӗрлӗ картинӑсем ӳкере-ӳкере хунӑ — ҫынсене симӗс питлӗ тунӑ вӗсем, чиркӳ тӑррисене ишӗлсе анма тытӑннӑ пек тӑва-тӑва хунӑ. Петр вӑл Боримечка патӗнче. Тунтикун Павел ӗҫлеме каллех каймарӗ, унӑн пуҫӗ ыратрӗ. Кашни секундрах темиҫе тупӑран персе яни тата бомба ӳксе ҫурӑлни илтӗнсе тӑрать, ку сасӑсем пурте пӗр харӑссӑн, е умлӑ-хыҫлӑнах, ҫине-ҫинех кӗрслетсе илсе хытӑран та хытӑрах сывлӑша кисрентереҫҫӗ. Ҫапла, Хумкка, тӗрӗс! — киленӳллӗн йӑпатнӑ ӑна — унӑн пултарулӑхӗпе савӑннӑ мӑнаккӑшӗ. Оленин хуллен кӑна шаккама пуҫларӗ: никам та хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. — Эсӗ ӑна пӗлетӗн-и-мӗн? Эпӗ хам мӗн пӗлсе тӑнинчен ҫавӑн пек выводсем тума пулмасть. — Сана тата чӑхсене килсе курас терӗм. Телейлӗ ҫул пултӑр, ваше благородие!» — терӗ. — Кӗрсе вырт ҫакӑнта! — терӗ вӑл, пӗчӗк кӑмака хыҫнелле кӑтартса. — Ӑшӑн! Ӳслӗк чирӗллӗ, сарӑ кукша купташкаллӑ, хура куҫлӑ, имшеркке ҫынччӗ ку; куҫӗсем нӳрлӗ те ӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, анчах вӗсенче усал вут пытарӑнса тӑрать. Генерал ҫаплах кӑмӑлсӑртарахчӗ-ха, ҫаплах тӗксӗмрехчӗ, анчах вӑл вӗсене: «Атьсем, лайӑх!» — терӗ ӗнтӗ; тӗрӗслӳ пуҫланнӑранпа пӗрремӗш хут пулчӗ ҫакӑ. — Ҫитӗ! «Пӑх-ха эс ӑна, мӗн хӑтланать вӑл, тупӑннӑ паттӑр! — терӗ Чуб, урамра пӗччен ҫеҫ юлсан. Эпир Катьӑпа Энскра тӑхӑр кун ҫӳрерӗмӗр. Марья Васильевна вара кун пирки пӗр сӑмах та шарламарӗ. Стариксем паллӑ парса пурне те шӑп ларма хушнӑ, унтан икӗ параппан илнӗ те вӗсене ҫапса ҫар юррине юрлама пуҫланӑ. — Шантаратӑп, коляска ҫав тери лайӑх, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, — пурин валли те вырӑн пулать. Сасартӑк мана хирӗҫ Ниловна чупать; эпӗ ӑна ҫул патӑм та — ун хыҫҫӑн утрӑм, — пӗтӗмпе те ҫав кӑна! Ун хыҫӗнченех ҫав тери пӗлекен, ҫав тери астӑвакан ҫывӑх сасӑ ответлерӗ: — Кайӑпӑр. Кантӑкран Георгий шаккарӗ. Манӑн пурӗ те темиҫе паоля ҫеҫ. Маскӑсем тӑхӑннӑ ҫынсем кулкаласа пӗр-пӗрне тӗрткелеҫҫӗ, клоунӗсем ҫине тӗрлӗ тӗслӗ хут вӗҫтереҫҫӗ, Коломбинӑна конфетсем тултарнӑ хутаҫсем ывӑтса параҫҫӗ. Вӑл кӳме ӑшӗнче ларать, хӑй ҫине тӗрлӗ шӑрҫасемпе илемлетнӗ, йӑлтӑртатакан кӗпе тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине тӗрлӗ тӗксем лартса янӑ; ҫӳҫӗсене кӑтралантарнӑ, тутисене хӗретнӗ. — Эх, мур илесчӗ ҫав ирсӗр чунсене, мӗн туса тӑкнӑ, а? Пӗтӗм обоз — хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи мӗнӗпех — пӗлӗтелле сирпӗннӗ! Кирпӗче пӑхакан пулмарӗ, вара лав пӗр чарӑнмасӑрах хулан мӑн хапхинчен кӗрсе кайрӗ. — Гремячий хуторне. — Эй турӑҫӑм! — Эсӗ ӑна тӗлӗкре куртӑн пулӗ, — терӗ сунарҫӑ кӑмӑллӑрах та ӗненнӗ пеклерех сасӑпа. Халӗ те-ха… Вӑл чӑн-чӑн венка пулнӑ: пур ӗҫе те анкӑ-минкӗленсе кайичченех тума тӑрӑшнӑ тата ун ҫинчен пӗр именмесӗр калаҫнӑ, ҫапах та хӑй ытлашши нимех те туман. Ывӑлӗн пичӗ шурсах та шурсах пырать, туртӑнса чӗтренет, тем йывӑр килнӗ пек хускалми пулать. 1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах пӑрпа пӗрле пӗр вӗҫӗмсӗр ҫурҫӗрелле куҫать». — Шухӑшла-ха, мӗнле пурнӑҫпа пурӑнатпӑр эпир? Пушат! Хура хулӑн тутри ҫилпе куштӑркаса, пиҫсе хуралнӑ сӑн-питне ватӑрах пек кӑтартать. Спайдер Хэджертин мӑнтӑр пичӗ ун патнелле пӗшкӗннӗ. Мана вӑтантараканни икӗ сӑлтав пурччӗ: ҫийӗмри йӗмӗм те Николай Антоныч. Софья вара ӑна хӑй пӳлӗмне ӑсатса ячӗ те алӑк умӗнче чарӑнса тӑрса:— Канӑр, — ырӑ каҫ пултӑр, — терӗ. Атте хӗре темӗн калать, пилӗкӗпе ун еннелле тайӑлнӑ та аллипе лаша мӑйӗ ҫине тӗреннӗ; вӑл йӑлкӑшса кулать; Утлӑ ҫын сыхланса ҫывхарса пырать, анчах садсенчи заставӑна ҫапах та асӑрхаймасть. Ку — хӗрлӗ казаксен ҫиччӗмӗш полкинчи ҫамрӑк красноармеец. Уншӑн разведка ӗҫӗ ҫӗнӗ япала пулнӑ. — Акӑ эй мӗскер каласшӑнччӗ сана… Туршӑн та!.. — унӑн сӑсси чӗтрерӗ, тытӑнчӗ. — Мӗн тӑвас тетӗр вара эсир? Ромашкӑпа пулнӑ историе пӗтерес, тетӗр-и? Мӗншӗн тесен, ку вӑл Николай Антоныча та пырса тивет. Ҫакӑ Дик Сэнда шалтах тӗлӗнтерчӗ. Тӗттӗм пулас пулсан, Том ҫав ҫын умне чӗркуҫленсе ларса ӑна ӳксе пуҫҫапма та хатӗрччӗ. Индж форчӗнчи гостиница хӑй уҫӑлнӑранпа та, ҫав вӑйӑ хыҫҫӑнхи каҫри пек, ҫын ҫавӑн чул нумай пуҫтарман пулӗ. Кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫерҫисене тӑрантарчӗҫ. Хӗр хӑйӗн ытарма ҫук пит-куҫне ун патнерех ҫывхартрӗ, кансӗрлекен ҫӳҫне каялла сирсе хучӗ, ҫӑварне кӑшт уҫса ун ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ; унтан темӗскер каласшӑн пулчӗ, анчах ҫавӑнтах чарӑнчӗ. Акӑ санӑн тутӑру та нӳрлӗ, ку куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, эппин. Мӗншӗн пӑлханать? Урамра ҫуркунне умӗнхи пирвайхи ӑшӑ ҫанталӑк. Эпӗ шӑнса вилетӗп! Любовь, акаци турачӗпе вылякаласа, ашшӗн сӑмахӗсене чӗмсӗррӗн тӑнласа тӑнӑ, вӑл унӑн хирӗҫсе кайнӑ чӗтревлӗ питне тимлӗн, тинкерӳллӗн пӑха-пӑха илнӗ. — Кӗтӳри кӗсре пекех вара Лафам, — хыттӑн та савӑнӑҫлӑн хушса хучӗ те вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ. Карап ҫинче пилӗк негр пурччӗ, пиллӗкӗш те — вӑйламас, унсӑр пуҫне ирӗклӗ ҫынсем. Анчах унӑн хӑй хӗпӗртени ҫинчен кама та пулин пит каласа кӑтартас килсе кайнӑ. Вӗсен горючи запасӗ хӗрӗх пилӗк минутлӑх пулать, халӗ вӗсем ӑна вӗҫсе пӗтерчӗҫ те ҫӗнӗрен тултарма кайрӗҫ. — Эсӗ калама кирлӗ, кам сирӗн ял тырӑ вут тивертнӗ? Унӑн сассинче, сӑн-питӗнче вӑл шӑртланни те, хӑратма тӑрӑшни те пулмарӗ, вӑл лӑпкӑн кӑна калаҫрӗ, ҫынсене хӑйӗн ҫирӗп, вӑрӑм аллипе тахҫанах хӑнӑхнӑ пек ҫапрӗ. Картишӗнче старик, кӗске кӗрӗк аркине юр ҫине сарса, чӗркуҫленсе ларчӗ. Струльдбругсенчен аллӑшӗ столицӑра пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хушшинче виҫӗ ҫулхи хӗрача пур. Пугачев каллех тутӑрпа сулчӗ, ырӑ поручик та хӑйӗн ватӑ начальникӗпе юнашар ҫакӑнса тӑчӗ. — Мыскара тунӑ! Мана курса, вӑл хӳрипе йӑвашшӑн сулчӗ, шӑлӗсемпе юра темиҫе хут васкаваррӑн ҫырта-ҫырта илчӗ те каллех мулкача хӳтерме пуҫларӗ. Юрату — пӗр хӗрарӑма е пӗр арҫынна ытти ҫынсемпе танлаштарса шутсӑр вӑйлӑ хисеплени, ҫӳлӗрех вырӑна хуни пулать, — терӗ майра. Вӗсемшӗн ҫавӑ праҫник, ҫынна пӑсса яни, вӗсем уншӑн награда парӗҫ… Вӑл ҫапла каларӗ:— Ох! Вӗсене ӑсатма эшелонсем кирлӗ. Эпӗ тӗрмене кайса ларатӑп. — Кӗлетки … унӑн пире юрӑхлах мар, буржуази майлӑрах. Ирланди хӗрӗн сӑн-сӑпачӗ мана пӗр самантрах ҫут тӗнчерен уйӑрса, таҫти тӗлӗкри пек шухӑша илсе кайрӗ. Анчах старик, тӗнчере ҫӗр тӑхӑрвунӑ ҫул пурӑнса та, ҫаплипеленех вилнӗ, кушилкки те вара унӑн, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, пӗр-пӗтӗм халлӗнех тӑрса юлнӑ. Том Аустинпа икӗ матрос пит кӑмӑлсӑрланнӑ, вӗсем те Гленарванпа пӗрле хуйхӑрса пыраҫҫӗ. Ромашов ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ те малти сак ҫине хайпе юнашар вырӑн сӗнчӗ. — Ҫапла, — терӗ Дик Сэнд, — унпа эпир океан хӗрне анӑпӑр Ан кулянӑр, Уэлдон миссис, шыв сирӗн пата ҫити, Джек, Нэн, Бенедикт мистер патне ҫити хӑпармасть. — Вӑлах тесе шухӑшлатӑп эпӗ, — терӗ плантаторӑн ывӑлӗ. Елена пуҫне диван хыҫӗ ҫине хучӗ те чылайччен чӳречерен пӑхса ларчӗ. Кунта вереск, упа сарри, хыр сухри, пӗлтӗрхи ҫӗре пуҫланӑ ҫулҫӑ шӑрши персе тӑрать. Ҫавна пурне те персе ярсан, эпӗ ҫавӑнтах хам ытлашши тата уншӑн хурланмалла каланине ӑнланса илтӗм, — вӑл ҫӳлти тута хӗррине ҫыртса лартрӗ те, ут ҫине утланса ларса пынӑ пек, хӑйне пӗҫҫинчен ҫат! ҫапса илчӗ. Ун ӑҫта та пулсан лупас айӗнче пуканелле вылямалла, анчах вӑл, чакак, кунта ман пек ӑслӑ стариксене ӑс пама килнӗ. Капитан палаткипе юнашар чулсен тӑвӑр хушӑкӗнче матроссен масарне тупнӑччӗ эпир — виллисем ҫӗр ҫинчех выртатчӗҫ, вӗсене пысӑк чулсем витсе тӑратчӗҫ. Ҫиллине шӑнараймасӑр тарӑхать вӑл: тупата, кам пулӑшрӗ-ши ҫав тухтӑра ҫӑлӑнса тухма? Ҫапах та, эсир йӑнӑшатӑр. Эсир, Гремячий ҫыннисем, мӗнле шухӑшлатӑр? Салтаксене ӗшентерсе халтан янипе хӑратса пӗтерни, унтер-офицерсен ӑссӑрла тискерлӗхӗ, офицерсем служба ӗҫӗсене чунсӑр-мӗнсӗррӗн, мӗн пуррипе ҫеҫ сапӑрлашса, ячӗшӗн кӑна тукаласа пыни — ҫаксем пурте-пурте яр-уҫҫӑн та мӑшкӑллӑн тухса тӑчӗҫ тӗреслӳре. «Апла ҫавӑн пек» пултӑр, эппин. Ӑнлантӑн-и, ачам? — ҫапла каласа, сӑмахне ун чух сиввӗн вӗҫлерӗ: — Турра кӗл ту, Кондрат! — Ау! — илтӗнчӗ сасартӑк виноград пахчи хыҫӗнче ҫывӑхрах Устенькӑн сассипе ҫепӗҫ кулли. Час-часах шыв тулса ларнӑ ишӗлчӗк щельсем, арканчӑк хӳшӗсемпе лаша тӑратмалли вырӑнсем тӗл пулкалаҫҫӗ, лупашкасенчи кӗл ҫинче вутпуҫҫисем… Ан ыйт!..» — тенине пӗлтерчӗ. Чурка Людмилӑн шӑлнӗне хӑйпе кӗрешме чӗнсе илчӗ, — вӗсем ыталашса тытса, хӑйӑр ҫинче тӑпӑртатса тусан кӑларса тӑраҫҫӗ. Алӑсене ҫӗклесе, малалла пӗр утӑм ярса пусмалла та: «Падре, ку эпӗ вӗт!» темелле. Йӑлт асапланса пӗтнӗ, чӗркуҫҫине юн тухичченех татса янӑ, аллисене чӑрмаласа пӗтернӗ Бенедикт пичче те сиккелерӗ. Анчах сасартӑк ман умма хам лайӑх пӗлекен ӗлӗкхи Катька сиксе тухатчӗ, вӑл ахӑлтатса кулма юрататчӗ, «тласкаланецсем ырӑ суннӑ май похода тухнӑ Фердинант Кортес тата темиҫе кунран Гонолулу хулине кӗни» ҫинчен вуланӑ хыҫҫӑн ӑнран кайнӑ пек тӗлӗнсе тӑратчӗ. Том кӗсйинчен темӗш туртса кӑларнӑ. Тӳпе янкӑр уяр: июньре каҫхи ӗнтрӗк чылая пырать. Айлӑмсенче тӗттӗмленсе ҫитнӗ ӗнтӗ, — анчах сӑрт тӳпинче ҫутӑ-ха. — Кайнӑ чух пӗлӗн. Ромашов, юлташӗсенчен хаҫатпа хупланса, пуҫне хуллен-хуллен тайӑлтарса, пӗксе пычӗ. Тӗттӗм пулнӑ, пӑхсан нимӗн те курӑнман. Чухӑна тавӑрса памалла, вӑтам хресчене вара кӗркунне паратпӑр, темелле. Вӑл алкумне кӗрсенех, кухньӑран чупса тухнӑ кинӗ ӑна шӑппӑн пӑшӑлтатса ҫапла асӑрхаттарчӗ: — Атте, пирӗн патӑмӑрта хӑнасем… Эпӗ хам ура ҫине тӑма пултарнӑ пулсан… — вӑл антӑхса кайрӗ, аллисене кӑкри ҫине хурса, ӑна вӑйсӑррӑн сӑтӑркалама тытӑнчӗ. Илӗр хӑвӑрӑн журналӑра — вӑл пире нимӗн те кӑтартса памасть. Французсем вӗсене буржуа тесе пит те майлӑ ят панӑ. — Апачӗ тутлӑ пултӑр! — Итле-ха Костя! — пӳлсе хучӗ ӑна Лозневой. — Эпӗ сана малтанах систерес тенӗччӗ: эсӗ ман звание ман. Алексей сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ нумайччен тытӑнса тӑтӑм та ӗнтӗ: Вильямс Саутгэмптона кайрӗ, эпӗ унпа пӗрле Генуяна ҫитиччен килтӗм. — Ҫук, ку ӗнтӗ ытла та пысӑк хурлӑх! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Ирхи кӳлӗм, 5 сехет ҫитнӗ. Ҫурти пӗтӗмпе пекех ҫунса пӗтнӗ, хам ир ҫеҫ тасатнӑ шантал ҫине йӑлтах ҫурта тумласа пӗтнӗ; хама астума хушнӑ лампадка хӑйӑвӗ тыткӑҫӗ ӑшӗнчен тухса ӳксе сӳнсе ларнӑ. Ху пуян, ҫапах кӑвакарчӑн усрамастӑн… — Пит аван, — терӗ Гленарван. — Катапац, эсир Антуко перевалне пӗлетӗр-и? Тутӑ пурӑннӑ, выҫӑ та пурӑннӑ… Унтан, кӑшкӑрашусем чарӑнсан, хыҫалти ретсенчен, чикарккӑ ҫутисем йӑлт-ялт ҫиҫкелесе илсе ҫутатакан тӗттӗмлӗхрен, пӗрин кая юлнӑ усал ҫилӗллӗ сасси янӑраса кайрӗ: — Пире ухмахсем вырӑнне хурсах хӑваласа кӗртеймӗн! Ыр кӑмӑллӑ пултӑр. Январьте мана Хвойнӑй станцине командировкӑна ячӗҫ, икӗ эрнелӗхе кайсаттӑм эпӗ, какай илсе пытӑм, анчах хваттер пушахчӗ. Лагере тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн вӗсем бизонсене тытмалли вырӑнтан инҫех мар пилӗкҫӗр-ултҫӗр пуҫлӑ бизон кӗтӗве ҫӳрени ҫинчен пӗлтернӗ. — Эсӗ лӑплан ӗнтӗ, анне! — терӗ Павел, амӑшӗн аллине чӑмӑртаса. — Ара, эпӗ тата та тупма пултаратӑп, кивҫен илетӗп, аннерен ыйтатӑп… — Ҫук. — Эпӗ ӑнланатӑп, ӑнланатӑп! — терӗ амӑшӗ хурлӑхлӑн. Вунӑ фут вӑрӑмӑш сӑнчӑра Джимӑн хӑрах урине кӑна тӑхӑнтарнӑ, сӑнчӑрне кравать уринчен кӑкарнӑ; краватне кӑшт ҫӗклентерсенех, сӑнчӑр вӗҫерӗнет. Унтанпа вунтӑватӑ ҫул иртрӗ. Юрать хӗрлӗ кашкӑрсен йӑлисем ҫинчен Гленарван кӗнекесем ҫинче вуланӑ, атту пулсан, Талькав сӑмахӗсемпе аллипе кӑтартнисене тем тусан та ӑнланас ҫукчӗ. — Бомбардировка! Шутласа пӗтерсен, Денни секунданчӗсем ӑна ҫӗкленӗ те хӑйӗн кӗтессине кайса хунӑ. Вӗсем кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, ку вара Санина пушшех ҫиллентерчӗ, пушшех пӑшӑрхантарчӗ… Ватӑ тусӑм, сире лайӑх коньяк пӗр черкке ӗҫме сӗнетӗп, ку сире пурнӑҫа тавӑрать. Тӗлӗнтӗм пулас эпӗ, тӗлӗнмерӗм те-ши, мӗншӗн тесен иккӗмӗш мӗлке хамӑрӑнни мар иккенне ҫинчех ӑнкарса илтӗм. Ку хушӑра ҫӗнни нимӗнех те пулмарӗ. Чиперскер, ҫамрӑк… просто — ытарма та ҫук! Морис-мустангер каллех тискер лаша ҫинче ларса пыни курӑнса кайсан, Луизӑн чӗри тата хытӑрах карт-карт сикме пуҫланӑ. Чӳречесем сӑртсен айне ҫитичченех тӑсӑлакан темӗн анлӑш тӳремлӗхе тухаҫҫӗ. Вӑл тата та ытларах пӑлханма пуҫларӗ. Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ!.. Ӑна кӗртрӗҫ, вара алӑк каллех хупӑнчӗ. — Акӑ эй сухалани, — терӗ Давыдов, пуҫӗпе тикӗс те инҫетелле тӑсӑлса каякан пусӑ ҫинелле пуҫӗпе юриех тирпейсӗртереххӗн сӗлтсе. Андрей пӑрӑнса илсе, ӑна урисенчен пушӑ автомачӗпе ҫапма ӗлкӗрчӗ. Ӗнтӗ кайӑкран хӑратӑн пулсан, вирне ан ак… Алӑк хӑлӑпне пырса тытсан, хайхи, пуҫне ҫавӑрмасӑрах, ҫапла каласа хӑварчӗ: — Эй, эсӗ, ӑсли! Ӑна вара, канальйӑна, ҫапма хӑю ан ҫитер. Губернири архитектор икӗ ҫуртне те ҫӗнӗрен нимӗнле усӑсӑр япала хушса лартнине те юратман Одинцов каланипе килӗштерсе туса лартнӑ. Амӑшӗ пуҫне тутӑр витрӗ те ун хыҫҫӑн урама тухрӗ. Григорий Александрович Печорин, теттӗмӗр ӑна. Ахалӗн юрамасть, — кукаҫу старик-ҫке, ӑна чыс тӑвас пулать, унӑн та шӑмшакки хуҫӑлкаланӑ, вӑл та чӗре тулли хуйхӑ-суйхӑ курса пӑхнӑ вӗт, — кӳрентермелле мар ӑна. — Вула! — ҫиленсе хушать повӑр. Юлашкинчен паҫӑртанпах кӗттерекен, пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑвакан Фока килчӗ, вара эпир аяла антӑмӑр. Вӗсем лӑпкӑ, ҫирӗп, ун ҫине тӑрлавсӑр ашкӑнчӑк ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ӑна хирӗҫ темскер каварлашаҫҫӗ… Вӑл таврӑннӑ чухне нӳрлӗ сывламлӑ тӗтре, ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленсе, станицӑна хупӑрласа илчӗ. Вӑл пӗтӗм тимлӗхӗпе хӗрлӗ автана сӑнать. Вӑл хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе: халӑхсӑр ырӑ ӗҫӗн илемӗ ҫук, тесе шутлакан ҫынсенчен пӗриччӗ. Кассий пичче! — терӗ Луиза, ун сассинче вара питех тӗлӗнни мар, тарӑхса кайни ытларах палӑрчӗ. Унсӑрӑнах ҫумӑр пулать. Кам илет ун ылтӑнне. Тавтапуҫ, Стёпа… Ҫӑка ҫумӗнче Петр таянса тӑрать. «Кайӑпӑр хӑвӑртрах, унта Фома Григорьевич та пур! Паллах, вӑл чӑн та пулчӗ. — Хваттере улӑштарас пулать, атту кунта темле чортла! — тетчӗ хуҫа. Хӑтартӑмӑр-и сар хӗре! — терӗ Пугачев кулкаласа. — Чӑт, тӑванӑм, лӑплан, вӑй ҫитер хӑвна тыткалама; тӑшмансене эпир питӗ хаяррӑн тавӑрӑпӑр, — кунӑҫтарчӗ ӑна Огнянов. — Ку питӗ аван! — терӗм эпӗ. Савельич ӳсӗрсе илчӗ те ӑнлантарма тытӑнчӗ. — Эпир унӑн пӑшалне хӑй килӗшнипе туртса илтӗмӗр, вӑл хӑй пире ҫапла тума ыйтрӗ. Пӗрре Максим таса мар шыв тата чей юлашки янӑ таз ӑшне юри виҫ-тӑват стакан хунӑ, эпӗ шывне борт хыҫнелле чашлаттарса ятӑм, стаканӗсем те ҫавӑнталлах тухса вӑркӑнчӗҫ. Вӑл пӗрре сиккипе чуптарса пынӑ, тепре хуллен уттарнӑ, е чарӑнса тӑрса, ним тума аптӑранӑ пек, йӗри-тавра пӑха-пӑха илнӗ, е тата Техасри пит лайӑх выльӑх апачӗ ӳсекен вырӑнсенчи сӗткенлӗ курӑка тӑрӑшсах ҫинӗ. Ҫамрӑк ҫын пичӗ ҫине кӗрен тӗс тапса тухнӑ; куҫхаршисем ҫӗкленсе, сӑмса ҫуначӗсем сиккеленсе илчӗҫ. — Пурне те шухӑшласа кӑларнӑ пулас. — Шыв! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. Каллех правилӑсем. Халӗ те сенкер ҫанӑллӑ хӑмӑр сюртукпа ҫӳрекен Антон Прокофьевич Пупопуз, леш, кашни вырсарникун судья патӗнче апатланаканскер, Иван Ивановичпа Иван Никифорович ҫинчен пӗрмай вара: вӗсене иккӗшне те шуйттан хӑех пӗр кантӑрапа ҫыхса янӑ, тет. Пӗри ӑҫталла каять, тепри те ҫавӑнталла туртӑнать. Пӗччен юлсан, вӑл, сухалне аллипе чӑмӑртаса тытса, чӳрече умӗнче ҫӗр ҫине йӗпе юр ҫунине нумайччен пӑхса тӑчӗ, унтан, тулта нӳхрепри пекех тӗттӗмленсе ҫитсен, хулана тухса кайрӗ. Мӗнех-ха вара? — Аха, авӑ мӗн иккен! — шухӑшларӗ Петр, сухалӗ ӑшнелле кулса тата шӑллӗ турра ӳпкелешни хӑйне пит те лӑплантарнине туйса; манах хӑйӗн тӑванӗсем ҫине ӳпкелешменни аван-ха вӑл. Туйине вӑл алӑк умнех тӑратса хӑварчӗ те, енчен енне сулӑнмасӑр, уксах ури ҫине тайӑнмасӑр тӳррӗн утма тӑрӑшса ҫирӗппӗн кӗрсе кайрӗ. — Ешӗл ҫырмана каятӑп та, ҫул майӑн хамӑр артиллерие кӗрсе курас терӗм. — Эсир йӑлтах ӗҫе пӑсатӑр: эсир, мана чӑрмантармастӑп, тесе сӑмах панӑччӗ… «Вӑкӑра сусӑрлатап та, пуссан та нимӗн калаймӗҫ», тесе шухӑшларӑн, имӗш. Ҫавӑн пек ӗнтӗ тахҫан авал Поляр тинӗсӗ хӗрринче пурӑннӑ Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах. Унӑн юлашки пайӑркисемпе ҫуталакан шыв ҫийӗ инҫетлӗхре шӑратнӑ кӑмӑл пек чӑлтӑртатать. Эпӗ ҫав хам ҫырнӑ хут листине ҫеҫ мар, Сакнуссем пергаментне те ярса тытрӑм. — Кӳреннипе чӑнах та ухмаха тухма пулать, — терӗ Мак-Набс, пӑлханмасӑр, — анчах халех кӑмӑла хуҫма кирлӗ мар. — Вӗсем пирӗн купецсен интересне кирек хӑҫан та хирӗҫле тӑраҫҫӗ, — ӗнентерӳллӗн, хыттӑн пӑшӑлтатнӑ Маякин, Фомаран аякрах мар, хула пуҫӗпе ҫуммӑн тӑрса. Анчах халӗ эсир вӑл сире тапӑннине мӗнпе кӑтартса паратӑр-ха? Пӳлӗмре Швабрин пурри маншӑн тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ. Ромашов тупӑкра выртать, ним хускалманскер, сивӗскер, тута ҫинче ӗмӗр сӳнмен кулӑпалан. Хӗрли ҫӗнтермеллех. Щукарь мучи Демид Молчунпа заклад хурсах тупӑшнӑ. Пӑшал пенӗ сасӑ илтӗнчӗ. — Усӑллӑскер, — тетчӗ вӑл, эпӗ нимне те ӑнланса илейменни вара ӑна савӑнтаратчӗ. Кукамай мещен пӳрчӗсен тӗттӗм чӳречисем патне хуллен утса пырать те, виҫӗ хутчен сӑхсӑхса илсе, чӳрече янаххисем ҫине пилӗк пуслӑх укҫа тата виҫшер кӗлентӗр хурать, унтан ҫӑлтӑрсӑр пӗлӗт ҫинелле пӑхса, каллех сӑхсӑхса шӑппӑн кӗл тӑвать: — Эй ҫӳлти таса патша амӑшӗ, ҫынсене пулӑш! — Пӗтӗмпех! — хурлӑхлӑн кӑшкӑрса ячӗ Санин. Джон кӗтме пуҫларӗ. Ҫапла куҫ шарса кайнипе тӳпере ҫӑлтӑрсем пит нумаййӑн курӑнаҫҫӗ, тӗрӗссипе вара унта пурӗ те виҫӗ пин ҫӑлтӑр ҫеҫ. Пӗлсе пурӑн; ватӑлӑху килсен ҫамрӑк кун-ҫулу ҫинчен асӑнмалӑх пултӑр… Уншӑн пулсан, ама йытӑ ҫуратса янӑскершӗн, ҫулла килхушшинче кизяк касса хатӗрлесе хума вӑхӑт ҫук иккен, кахалӗ хӑйӗнчен те маларах ҫуралнӑ, алли ҫумне ҫыпӑҫать-ҫке-ха унӑн, анчах хӑй ҫакна тӑна илеймест: хӗвелҫаврӑнӑш тунисем, пуҫӗсене кӑна касса илсен, юр тытса хӑвараҫҫӗ, вӗсем хушшинче ҫил ытлашши асса ҫӳреймест, юра ҫырма-ҫатрасене вӗҫтерсе каяймасть. Бирюк нимӗн чӗнмесӗр-тумасӑр лашана чӗлпӗртен ҫавӑтрӗ те, тепӗр аллипе мужике пиҫиххирен ярса тытрӗ. Анчах Гриша пире ларма сӗннӗ вӑхӑтра вӗсем, хӑнасене хисеп туса тухса кайрӗҫ. Вӗсем тухса кайсан, Гриша: кунта пӗр хӑй ҫеҫ пулманшӑн айӑп ан тӑвӑр, терӗ. Эсир мана ҫав шуйттана, ирландеца лапчӑтса пӑрахтарасшӑн! Унӑн ашшӗ-амӑшӗ те ытла саккунсӑр та ирсӗр ӗҫкӗлӗ ҫынсем пулнӑ. Азраил архангелӑн хӗҫне тыттарсамччӗ пире, эпир вара хӗвелтухӑҫри те анӑҫри сан тӑшманусене касса-тураса юн юхтарнӑ пулӑттӑмӑр!.. Юнпа хӗрелчӗрччӗ тинӗссем, тӳпе те ҫуталса тӑтӑрччӗ!.. Колхоз правленийӗн картишӗнчен тухсан, Ҫӑрттан мучи ӑйӑрӗсене уттарса, икӗ кварталтан ытла та каймарӗ, вӗсене ҫул варринчех чарса тӑратрӗ те, урапи ҫинчен анмасӑр, хурлӑхлӑн пӗкӗрӗлсе ларса, тарӑн шухӑша кайрӗ… Тупӑннӑ ӑслӑ ҫын! «Ах, шуйттан! — ятлаҫса илчӗ вӑл. Кӗмсӗртетнӗ сасса уямасӑрах, вӑл ӑна кӑшкӑрсах ятлаҫма тытӑнчӗ: — Мӗскер кӳпсе тултартӑн эсӗ, явӑл пуҫӗ? Симурден иккӗленмен. Ҫав ҫын хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртессишӗн хаяр ӗҫсем туни ырӑ ӗҫ тунинчен кая мар тесе шутланӑ. Разметнов ассӑн сывласа илчӗ: — Вӑл манӑн ӗлӗкхи арӑм пулнӑ пулсан, эпӗ ун патне кӗреттӗм ҫеҫ мар, ун патӗнче эрнерен кая мар хӑналанаттӑм! Клентӗр пӗҫерекен Семенов мастерскойне кӗрсен, эпӗ клентӗрҫӗсем университет патне студентсене хӗнеме кайма хатӗрленни ҫинчен пӗлтӗм. Яшка ӑнланать… Кунта, ҫак чӑтлӑхсенче, 1792 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче граждан вӑрҫи пуҫланса кайнӑ. Художник хӑй те пӗчӗкскер, бархат толстовка тӑхӑннӑскер, унтах, картинисем патӗнчехчӗ. Тӗттӗмленни чарчӗ ӑна. — Ӗнтӗ ҫывӑрмалла! — терӗ Уҫӑп, аттине хывса. — Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Базаров. Тусӑм, Акулина!» — тенӗ Алексей ун аллисене чуптуса. — Ӑна тӗл пулмасан, Уэлдон миссис, ҫанталӑк лайӑх тӑрсан тата ҫил хуллен вӗрсен, эпӗ ҫынсене тӗрӗс-тӗкел антарма ҫыран ҫумнерех пыма меллӗ вырӑн тупма тӑрӑшӑн. Ҫил каллех вӑйлансан, вара… — Вара… Мӗн тӑвӑн эс, Дик? Ачасене! Лӑпкӑ каҫсенче хула тӑрӑх, урамран урама утса, таҫти кӗтессене те ҫитсе ҫӳресси мана ытларах кӑмӑла каятчӗ. Пӑрахут ҫутисем вӑльт-вальт курӑнса пристань ҫумӗпе иртсе кайнӑ чухне Гек хуралта тӑнӑ. Сӑнсем ытлашши пӗрешкел ан пулччӑр тенӗ пек, хытхура ӑшӗнче шурӑ пуҫ шӑмми е чул курӑнса каять; самантлӑха куҫ умне тӗссӗр чул кӗлетке, хӑрӑк йӑмра тухса тӑрать, ҫул урлӑ тыркас чупса каҫать, вара каллех — хытхура та сӑртлӑхсем, хура кураксем… Йынӑшать хӑй, анчах пурӗпӗр шӑвать, аллисемпе ак ҫапла чаваланса пырать. Паллах, лере, тусем, вӑйлӑ шыв юххисем, черкес хӗрӗсемпе хӑрушлӑхсем хушшинче, ку йӑнӑшсем тепӗр хут пулас ҫук. Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл ӑна ҫамкинчен чуптурӗ — ҫапла чуптунӑ чух Нина Капитоновна чӗвен тӑчӗ, лешин пӗшкӗнмелле пулчӗ. Сана пула анне кашни кун йӗрет, атте ҫилленет. Сӗм каҫ тӑшман вырӑнне пулать, ҫӑва — хамӑр пӗлменни. Бенедикт пичче тарнине ун ҫине шутлӗҫ, ҫакӑ тыткӑнрисемшӗн илмелли услам тӳпине пӗчӗклетӗ тесе шухӑшланипе вӑл мӗнлерех кӑтӑрса кайнине тӗшмӗртме ҫӑмӑл. Вӑл салтаксен тӗксӗм сӑн-пичӗсем ҫине пӑхса илчӗ. Тускубӑн сӳнӗк куҫӗсем тӗлӗнӳпе чӗтренчӗҫ. — Кун пек эпир ирхи отлива ҫӑвара карса ирттерӗпӗр-ҫке! Ҫийӗнчен пӑхма лешӗ шӑпах кӗтӳҫӗ е выльӑхпа суту-илӳ тӑвакан ҫын пек: вараланса пӗтнӗ пашликлӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, уринче — шалпар кунчаллӑ сӑран атӑ, пуҫӗнче — лапчӑк сӑрӑ кепка, аллинче — икӗ сӑран шерепеллӗ капӑр чапӑркка — ҫаксем пурте вӑл мӗн ӗҫлесе пурӑнни ҫинчен пӗр сӑмахсӑрах пӗлтереҫҫӗ. Эпӗ хамӑн княҫсем патӗнче вӑтӑр ҫичӗ ҫул хушши пӗр айӑпа кӗмесӗр ӗҫлерӗм, анчах этем вӑл — турӑ мар, этем — каҫармасть, ӑна юрама йывӑр. Вӑл мӗн-мӗн ыйтнисене эпӗ пурне те каласа пама пултараймастӑп, тата ӑна каласа памах та кирлӗ мар; анчах эпӗ хамӑрӑн калаҫуран ҫакна, тен, вулакансем ниепле те кӗтме пултарайманскере, ӑнланса илтӗм: Аслӑ Петр патша ытларах вырӑс ҫынни пулнӑ иккен, шӑпах ӗнтӗ ҫӗнӗлле йӗркесем туни тӗлӗшӗпе вырӑс ҫынни пулнӑ. А эсӗ паянтан пуҫласа ман пичче ывӑлӗ пулатӑн. Ура сасси ҫӳллӗ ҫыран ҫывӑхне пырса чарӑнчӗ. Ҫитменнине тата ҫывӑхах килнӗ! Унӑн ҫивӗч куҫӗ ҫак хӗрача Стоян пиччӗшӗн тӑлӑха юлнӑскерӗ иккенне часах палларӗ. Ҫырлахсам. Мӗне пӗлтерет-ха ку? — Ман вӑйӑ ҫапла — е пуҫӑм чӑл-пар, е стена ҫурмаран! — тенӗ те Фома хӗрӳллӗн, чышкипе сӗтеле ҫапса илнӗ. Тухтӑра сырса илчӗҫ, ӑна лӑплантарма, ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ, Гарви хӑй чӑнах та Гарви иккенне ҫӗр хут та ӗнентерчӗ ӗнтӗ, вӑл пурне те ятран калать, хулари йытӑсен ячӗсене пӗлет терӗҫ. — Сана ун ҫинчен каласа парас пулать-ха, эсӗ ӑна та пӗлместӗн-ха. Аттем, сире мансӑр кичем пулать; эпӗ телейсӗрри ҫинчен шухӑшласан сире татах кичемрех пулӗ; атте, ирӗксӗр парса ан ярӑр мана, эпӗ качча тухасшӑн мар… Ну, сыв пулӑр, юлташсем! Халӗ Комиссар пӗрмай тенӗ пекех йывӑррӑн тӗлӗрнӗ пек выртрӗ, анчах вӑраннӑ самантсенче малтанхи майлах пулчӗ. — Кунта акӑ мӗн интереслӗ, — тесе сӑмах хушрӑм эпӗ, — эпир шутлани тӗрӗс пулсан, пирӗн пуҫ тӗлӗнче халӗ ҫав Вӑтаҫӗр тинӗсӗ сарӑлса выртмалла. — Чӑнах-и? — Чӑнах, мӗншӗн тесен халӗ эпир Рейкиявикрен 3600 километрта тӑратпӑр, — терӗм. Ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ эрнене яхӑн иртрӗ, хула ҫыннисем ун ҫинчен манма та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах сасартӑк ҫав Артамонов хӑйпе пӗрле виҫӗ ҫынна ертсе килсе, тӳрех Баймаков патне пырса кӗчӗ те, пуртӑпа касса татнӑ пек, каласа хучӗ: — Акӑ сана, Евсей Митрич, ҫӗнӗ ҫынсем. Кунта темӗнччен шатӑртатса та кӗмсӗртетсе тӑчӗ, мӗн иккенне те чухлаймарӑм, пуҫӑма ҫӗклесе пӑхмассерен, Катька, чӗтреве ӳксе: «Мӗнле, лайӑх-и?» тесе ыйтрӗ. Арӑмӗ ӑна акӑ мӗн каласа панӑ: нумай пулмасть кунта тӑватӑ карчӑк килсе кайнӑ, вӗсем ҫине тӑрсах офицер господинсем патне кӗртме ыйтнӑ. Оленин, ӑна «Устенька патне пыр-ха» тесе калама аран ӗлкӗрсе, хӑйӗн юлташӗ патне кайса тӑчӗ. Ун умӗнче сарӑлса выртакан тӳремлӗхре тӗрӗксен тем пек йышлӑ ҫарӗ тӑра парать. Мэри сӑмах чӗнме пултараймасть. Ҫылӑх каҫарттарма кайсан, пӗррехинче, ҫакна пуп хура тутӑрпа витсе хурать те ыйтать пулать (ку ӗҫ аслӑ типӗ вӑхӑтӗнче пулнӑ, ҫиччӗмӗш эрнереччӗ пулас): «Вӑрлакалатӑн-и, ачам?» — тет. Вокзалра, вагонсенче, штаб тата Украинӑри Советсен пӗрремӗш дивизин политотделӗ. Игнатьева ҫул майӑн Серёжӑран ыйтса тӗпчет. — Эсир мана ӑнлантӑр-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Негоро. — Каҫарӑр, кӗттертӗм пулас, — терӗ вӑл, малтан Базарова, унтан ҫак самантра секундант вырӑнне шутланнӑ Петра пуҫ тайса. Тӗлӗннипе хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе, вӑл ҫапла ответлерӗ: «Кам пӗлет ӑна! Иманус ҫакна лайӑх пӗлсе тӑнӑ: Симурден республика влаҫӗсенчен темиҫе хутчен те ыйтнипе, Говэнӑн халӗ тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр салтак шутланать, унта Наци гварди салтакӗсем те, ахаль салтаксем те пур. Юлашкинчен старик хӑй вӑхӑта ахалех сая янине ӑнланса илнӗ те ӗҫе авалхи йӗркепе тума шут тытнӑ. Тӗрӗс мар пӗтӗмпех ҫут тӗнчере. Давыдов, ударник-тимӗрҫе хисеп туса парнеленӗ ятпа сухалӗсене яп-яка хырса якатнӑскер, тап-таса фуфайка тӑхӑнса пынӑскер, хӗрлӗ хӑмач тӑрӑхӗ ҫине саркаласа хунӑ инструменчӗсене сӗтел ҫинчен илсе алла тытрӗ, Андрей Разметнов хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ Ипполита ҫав вӑхӑтрах сцена ҫине тӗртсе кӑларчӗ. — Ҫапла ҫав, ҫапла, хӑвна мӗнле килӗшет… — «Дункан» тупать пире, е эпир ӑна тупатпӑр, унта мӗнле мая килет. Анчах та команднӑй пункт патӗнче ҫынсем ҫаплах тӑраҫҫӗ-ха. Пурте вӗсем, куҫӗсене хӗвелтен ал тупанӗпе картласа, пӗлӗт ҫинелле тинкереҫҫӗ. Эсир ӑна пур кӗнекене те хӑй аллине тыттарӑр, унтан вара вӑл хӑех ответ парӗ, — акӑ мӗн! Дик Сэнд карап сӑмсинелле ыткӑнчӗ. — Ҫавӑншӑн каймалла та ӗнтӗ Рима. Вӑл нихҫан та вӑрманта аташмастчӗ, киле каймалли ҫула ним йӑнӑшмасӑр тупатчӗ. Тепӗр кунне Алексей, ҫирӗп шухӑш тытса, ирхине ирех Муромски патне унпа уҫӑмлӑн калаҫса татӑлма кайнӑ. Штабс-капитан шӑп пулчӗ. Сывлӑш витӗр курӑнас пек таса. Огнянов инҫетре пӗчӗк шурӑ тӗтӗм ҫӑмхисем пуррине асӑрхарӗ, пӑшал пенӗ чух ҫавӑн пек тӗтӗм пулать, ҫавӑн пек тӗтӗм Бяла Черкван ҫӳлти урамӗсенче курӑнать. — Мӗнле шухӑша? — тесе ыйтрӑм эпӗ халиччен чӗнмесӗр ларакан ҫын шухӑшне пӗлес килнипе. — Малалла! — кӑшкӑрчӗ вӑл лавҫа. Хулисем вӗсем пӑхма аванах мар, ялӗсем вара урӑхла! Панков пырса кӗчӗ; вӑл кӑмакана унӑн-кунӑн пӑхкаласа илчӗ та — салхуллӑн ыйтрӗ: — Хӑрамарӑр-и? Вовтузенко калама та ӗлкӗреймерӗ, Пысаренко лашасӑрах чупса ҫитрӗ. Сасартӑк акӑ эпӗ ӑна каласа паратӑп. — Кӑларатӑп, тӑванӑмсем! Салтаксем вырнаҫса ҫитнӗ те лӑпланнӑ. Эпир партизан чирне пурте чирлесе ирттернӗ, уйрӑмах пирӗннисем, флотрисем унпа хытӑ чирлӗччӗ, ну, паллах, эпӗ те чирлесе курнӑ ӗнтӗ. — Анчах васкамалла. — Ну, мӗнле таса мар, унран тасараххи пулмасть те. Картишӗнче, чӳречесен хыҫӗнче шӑп-шӑпӑрт пулса кайрӗ, — ҫав тери шӑпӑрт, ҫакна пулах-тӑр ӗнтӗ, пӗр-ик утӑмра ҫех, тӗттӗмре, шӑпчӑк ним шутсӑр ирӗлӳпе сасартӑк хыттӑн тӗрлеттерсе, шӑрантарса ячӗ. Кирдягӑна!» Пӑван чӗтрекен аллипе ҫамки ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине каялла ывӑтса ячӗ те йӑл кулса Джемма ҫине пӑхрӗ. Хӑй ҫавӑн пек ачалла кӑмӑллӑ пулнӑ ӗнтӗ вӑл. Ҫапах та вӑл тепӗр кунне Берлинри тусӗ патне ҫыру ҫырса ячӗ. Ҫӗрӗ, чӑнах та сахалтарах та ӗнтӗ… — Мӗнле шутлатӑр, — терӗ лешӗ иккӗмӗш пуллине шаккаса кӗртсе. — Мӗнле пурӑнатӑр, Любовь Яковлевна, — ыйтнӑ Смолин, ҫӗҫӗпе тата вилкӑпа авӑрланса. Лаши вӑрмантан хӑрать. — Ахалех. — «Ҫук, — тет вӑл — сирӗн юнлӑ аллӑртах вилӗм, ҫапах та каламастӑп! — Ахалех тураса якатрӑм эпӗ унӑн ҫӑмне, — пӑшӑрханса калаҫрӗ энтомолог, — ун ӑшӗнче пӗр пӑрҫа та тупӑнмарӗ. Шыв палатка витӗр юхать, ҫавӑнпа вӗсем фургона пытанчӗҫ, ҫитменнине кунта килсе тапӑнасран та ытлашши хӑрушӑ мар. Кайран вӑрансан та ниҫта хускалми выртрӗ, вӗҫен кайӑксем ҫине пӑхкаларӗ, е ҫулҫӑсем витӗр таса пӗлет ҫинелле тинкерчӗ, е ним сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ. Илтӗмӗр те. Кам та кам инкеке лексессӗн те ҫирӗп тӑрать, эс ҫавна пулӑш. Лутра пӳлӗскер, — строя юрӑхсӑрскерччӗ, ҫӳлӗшӗ ҫур вершук ҫитейместчӗ, ҫивӗчлӗхӗ тесен вара — нимӗнпе те танлаштарма ҫукчӗ! — Эпӗ тавлашӑва тӳррипе татса хурассине хӑҫан та пулин чарса хӑтланнӑ йышши ҫын мар. — Вӑл хушӑра, — тата малалла каларӗ Айртон, — Сноуи шывӗсем чакаҫҫӗ, эпир ӑҫтан каҫмаллине ҫӑмӑллӑнах тупатпӑр, е кимӗпе ларса каҫатпӑр. Хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр симӗс сӑртлӑхсем, аякран кӗрен тӗслӗ туйӑнаканскерсем, мӗлке пек лӑпкӑ выртаканскерсем, тата тӗтреллӗ анлӑ тӳремлӗхпе ун ҫийӗн ӳпӗннӗ тӳпе, вӑрмансӑр, ҫӳллӗ тусемсӗр ҫеҫенхирте калама ҫук тарӑн та таса курӑнаканскер, — ҫаксем пурте халь ӗнтӗ, йӑлтах-йӑлтах тунсӑхпа тулса-хытса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр ӳкерчӗксем евӗр туйӑнчӗҫ… Чӑнах та унӑн пӗр ҫырӑвӗн адресне ҫырса илнӗ хут алӑран алла ҫӳренӗ; унта ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: Акулина Петровна Курочкинӑна, Мускавра, Алексеевски монастире хирӗҫ, Савельев пӑхӑрҫӑ ҫуртӗнче, сире ҫак ҫырӑва А. Н. Р. патне леҫме чунтан йӑлӑнатӑп. Дантон хӑй вырӑнне ларчӗ те, шухӑша кайса, пуҫне аллисемпе тытрӗ. Ҫурма ҫарамас Ежов, муталанса кайнӑскер, тӗкне татнӑ кайӑк пек курӑннӑ, — калӑн, ҫав кайӑк, тин ҫеҫ ҫапӑҫнӑ та, халӗ те лӑпланса ҫитеймен-ха, тесе. Чӗрӗллех ҫиетчӗ, тет! Иван Иваныч князь «Ну, халь юлашкинчен Никитскине каймалла», — терӗм те Кузьмана, Иван Иваныч князь ҫурчӗ еннелле вӗҫтертӗмӗр. Ҫул ҫинче вӑл, промтовар магазинӗсен тусанлӑ витринисем ҫине кӑларса тӑратнӑ вӗт-шак япаласене пӑхнӑ пек пулса, туйи ҫине тайӑнса тӑрса темиҫе хут та канчӗ. Йӗрсем тӑрӑх малалла каяс пулать. Мӗн те пулин татса каласа пама май килӗ, тен. — Каларӑм вӗт, Мишка — хамӑр ҫын, мӗншӗн тесен унӑн ашшӗ — стрелочник, вӑл вагон айне пулса вилнӗ, ҫавӑн пирки Мишка вӗренмесӗрех юлнӑ. — Ку ӗнтӗ тӗрӗс мар, мистер Морис. Час-часах, каҫсенче палуба ҫинче ыталанса ларнӑ чух; вӑл Фомана, ачашшӑн та хурлӑхлӑн ӑс панӑ: — Итле эс мана, — тенӗ вӑл, — хӑвӑн аппуна итленӗ пек итле… — Ваттисем калани нумай вӑл. — Ийя, — терӗ Володя, — анчах эпӗ, Любочка, ак мӗнрен тӗлӗнетӗп: эсӗ кипке ӑшӗнчи ача мар ӗнтӗ, апла пулсан атте ҫав йӑх-яха качча илнипе эсӗ мӗншӗн савӑнатӑн-ха? Вӑл вара, аялалла хыттӑн янӑратса:— Ачсемӗр! акӑ хуҫа икҫӗр пӑт парнелет… — тесе кӑшкӑрнӑ. Тӗрӗксем ҫывӑракан хӗрача енне аскӑнла пӑхса илчӗҫ. Аркадий Павлыч ҫурӑмӗпе вӗсем еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. «Мӗншӗн-ха эпӗ ҫакна тумастӑп? — Куратӑн пулсан — ан шарла! — пӳлсе хучӗ ӑна Гейка. Вӑл пӗрремӗш хут вӑрҫа епле тухса кайнине курас килет манӑн. — Намӑс сана! Вӑл пӗвесем тӑвать, шӑвару тытӑмӗсем хывать, лавккасенчен тумтирпе апат-ҫимӗҫ валеҫсе парать, ҫӗрпе выльӑх-чӗрлӗх кама мӗн чухлӗ кирлине палӑртать. Майданниковсен автанӗн генерал басӗ ӑна уйрӑмах килӗшет, автансен пӗтӗм хорӗнче вӑл юлашки аккорд пек пулнӑн туйӑнать. Хаваслӑ платник Серафим, пӗчӗк ачанни пек кӗрен питлӗ старик, тӑтӑшах пӗчӗк тупӑксем тӑвать, ҫав хушӑрах чӑрӑш хӑмисенчен хӑйсене тивӗҫлине ӗҫлесе ирттернӗ мӑн ҫынсем валли те «ҫуртсем» туса парать. — Ҫырура темиҫе йӗрке пулнӑ. — Иксӗмӗртен пӗрне суйласа илӗр, — терӗ вӑл тепӗр хут. Чӑнахах та пирӗн хушӑра нимӗн те пулман пек кӑтартса, эпир пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайрӑмӑр. — Ну, тав сана! — терӗ вӑл. — Эхер те ҫаксене пурне те ӑс-хакӑлпа тунӑ пулсанччӗ, анчах та ҫаксем пӗтӗмпех темле, эпир шутланӑ пек мар, пачах тепӗр майлӑ, тӳнтерлӗ, хӑйне манер пулса пыраҫҫӗ. Тупата, хуҫи пекех! Эпӗ — ун патне, косилка айккипе пыратӑп, хам ҫинчен пӗлтеретӗп, унпа паллашма райкома кайма тухни ҫинчен каласа паратӑп, вӑл кулса ячӗ, лашисене чарчӗ та калать: «Лар, лашасене тытса пыр, ҫулӑпӑр тата санпа та паллашӑпӑр, Нагульнов юлташ», тет. — О! — терӗ те вӑл тепӗр хут, каялла ҫаврӑнса пӑхса, салтаксемпе тем ҫинчен нимӗҫле калаҫма тапратрӗ. — «Идеализм» сӑмаха туртса пӑрахрӗ вӑл. Эпӗ ытти отделенисене кайса тӑратам. Манӑн ҫак юлашки сӑмаха Мартиние каласа парӑр. Ӑҫталла ан пӑх — пур енче те ватӑ вӑрман стени курӑнать. Пуҫ тӗлӗнчи йывӑҫ тӑррисем пӗр-пӗринпе пӗрлешнӗ пекех тӑраҫҫӗ. Озеров чунӗ ыратса кайрӗ: «Епле ҫырса пӗлтерес-ха ман вӗсене? — шухӑшларӗ вӑл. Ермолай тӑчӗ те ман пата пычӗ. Гленарван ӑна пӗр ыйту кӑна парасшӑнччӗ, ҫав вӑхӑтра туземец ҫавӑрӑнчӗ те, акӑлчан пекех питӗ таса та тӗрӗс каласа:— Ыр сунатпӑр, сэр! Сире ирхи апат кӗтет, — терӗ. Хӑй кайнӑ ҫул ҫинчи йывӑҫсен мӗлки ҫукпа пӗрех пулнӑ; кактуссемпе, вӑрман агависемпе ылмашса кунта акацисем ӳснӗ. — Малалла, Джон. Темшӗн манӑн ӗҫ пӗртте ӑнӑҫмасть; эпӗ шутлама пуҫласанах йӑнӑш турӑм та, халь ӗнтӗ йӑлтах ҫӗнӗрен тытӑнмалла, эпӗ пурра икӗ хут ӳкертӗм, питпе аллӑмсем йӑлтах шуралса пӗтрӗҫ ӗнтӗ, тасатмалли таҫта ҫухалнӑ, Николай шаккани ман нервсене темле ыраттарса хуйхатать. Тепӗр тӗлӗнмелле ӗҫ те пурин куҫ умӗнчех пулса иртнӗ: хитре пикесенчен пӗри ун чухне пирӗн ҫурҫӗрти столица вӗсенчен чухӑн пулман — ыттисенчен пуринчен те чапа тухнӑ. Сноуи леш енне Кэмпльпир кӗперӗ урлӑ каҫма пулать, анчах хӑрушӑ. Эпӗ… эсӗ мана суятӑн, тесе шухӑшланӑ!.. «Тахҫантанпах та пулӗ тен». Намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса илчӗ те, каллех Рыбин ҫине пӑхса, ӑна хыттӑн:— Аллусене каялла тыт, — терӗ. Чӳрече патӗнче ларакан хурарах ҫӳҫлӗ, ӑслӑ пит-куҫлӑ ҫын кулса ячӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Вӑл виртлешсе илчӗ; хӑрах ҫивӗтӗ калпакӗ айӗнчен ҫӗрӗ пек явӑнса тухнӑ. Унта хӑш-пӗр сӑмахсем анчах ҫакӑн пек тӑрса юлнӑ: 7 Juni Glaszwei atrosengrausbringt ihnen — Кӑна нимӗҫле ҫырнӑ! — тесе ячӗ Джон Мангльс, документа курсан. Кимӗре ун хыҫӗнче Лось кӳлепи тайӑлса ларать, ҫыпҫӑнчӑк простынь ӑна ҫил ҫинче ҫапкалать. Эпир тата мӗн пуррине курас хаваслӑхпа тата малалла каятпӑр. Пирӗн урасен айӗнче ҫав историчченхи, ҫӗр айӗнче хутран-ситрен ҫеҫ тупӑнкалакан чи авалхи чӗрчунсен шӑммисем шатӑртатса ванса пыраҫҫӗ; хӑш-пӗр пит сайра тӗл пулакан тӗлӗнмелле шӑмӑ татӑкӗсемшӗн пысӑк хуласенчи музейсем хытӑ тавлашнӑ пулӗччӗҫ. Стройран пӗр виҫӗ утӑм маларах чӗн пиҫиххисем ҫыхнӑ икӗ ҫын тӑраҫҫӗ: пӗри — Меняйло комбат, патварскер, Уралта чугун шӑратакан пулнӑскер, тепри — Аким комиссар. Катӑксен пысӑк пайӗ е ҫӗре тарӑн анса кайнӑ, е ытла та пӗчӗк ванчӑксене пайланнӑ. Пуҫламӑшне кӑна кӗтсе тӑтӑмӑр. — Мӗнле? Ну, эсӗ ватӑ салтак пекех туртатӑн! «Вӑл мана тӳрех сӑмсаран тӗллет», — шухӑшларӗ Базаров: «куҫне мӗнле тӑрӑшса хӗсет, усал хурах! — Кӗтӗм, — лӑпкӑн ҫеҫ каланӑ ача, ашшӗне куҫран пӑхса. Эпир Гекпа иксӗмӗр сан пек макрасем мар-ха. Ҫак ахальтен кӑна каласа хунӑ сӑмахсем Огнянов чунне йӑпатса лӑплантарчӗҫ. — Лӑпчӑн хӑвӑртрах! Мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнмалӑх вӑй илнӗ ӗнтӗ вӑл. — Йӑлтах ӑсран тайӑлнӑ ватсупнӑ. Монсеньор, пурин ячӗпе те сывлӑх сунатӑп. — Тӗттӗм пулас умӗн вӑл мана хуса ҫитрӗ те, — тухтӑр лӑпкӑнах тӑсрӗ пуҫланӑ сӑмахне, — эп Павӑл хаджи ӳстерекен шӑлан пахчи хӗррипе иртсе пыраттӑм. Пӗр ҫулҫӑ хускалмасть, шывӑн тӗлӗнмелле тикӗс ҫийне те пӗр хум та килсе кӑтралатса каймасть. Темӗнле хӑватлӑ насус атмосферӑна шӗветнӗ пек сывлама йывӑрланса пычӗ. Ромашов каласа пачӗ мана пӗлтӗр… — Ромашов? Пар-ха ӑна кунта, эпӗ ӑна халех трибунал кӑтартатӑп. Халӗ ӗнтӗ вӑл чӗнмесӗр тӑмарӗ. Вӑл ҫултан сулахаялла пӑрӑнчӗ те вӑрман чӑтлӑхнелле кӗрсе кайрӗ. Ку Фушер вӑрманӗ пулнӑ. Тӗрӗк сасартӑк чалмине салтрӗ те унӑн сулланакан вӗҫне тирпейлесе сырасшӑн пулчӗ. Кивӗ япаласенчен хӑйне валли мӗн те пулин хатӗрлемелле вӗт-ха унӑн? — Тепӗр виҫӗ кунтан эс партактивра обязательно тухса калаҫ. Урӑххи — ҫук. — Иконӗ — никониансен алли ҫырнӑскер. Вара аллисене минтер ҫинчен илсе, вӑл турра кӗлтунӑ пек, вӗсене кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ. Ӗнер Алексей ун ҫине пӑхмарӗ те. Паян вӑл ҫав сумкӑна илчӗ. Унта сурансене ҫыхмалли темиҫе пакет, пысӑк консерва банки, пӗр тӗрке такам ҫырӑвӗсем тата пӗчӗк тӗкӗр тупӑнчӗҫ; тӗкӗрӗн хыҫал енне темле типшӗм питлӗ карчӑк сӑнӳкерчӗкне кӗртсе лартнӑ. — Акӑ ӗнтӗ, святой библине пӑсаканпа мӗн пулать, — терӗ Морган. Уэлдон миссис тӗрӗс калать, Дик ун шухӑшӗпе килӗшрӗ. — Кам-ха вара, мансӑр пуҫне, сана асӑрхаттарӗ? — Паллах, эсӗ. Юратнӑ командирсене, вӗсен ячӗсене тахҫанах пӗтӗм Совет Союзӗпе пӗлсе тӑраҫҫӗ пулин те ятранах паллатчӗҫ. — Кӑҫал пурте ӑнса пулчӗ, — иккӗлле ответлерӗ вӑл. — Ку мӗн санӑн? — ыйтрӗ вӑл чупса килекен Кашкинӑран. Гинка пуринчен хытӑрах ахӑлтатрӗ:— Енчен сцена ҫине хам тухас пулсан-и! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. — Пуринчен чаплӑ йӗрсе кӑтартнӑ пулӑттӑм! — терӗ. Ҫапӑҫура сакӑр ҫынран виҫҫӗшӗ ҫеҫ суранланнӑ: бойница патӗнче персе ӳкернӗ пират, Гэнтер тата капитан Смоллетт чӗрӗ юлчӗҫ. Пират операци тунӑ вӑхӑтра часах вилсе кайрӗ; Гэнтер, эпир мӗн тери тӑрӑшрӑмӑр пулин те, ҫаплипех тӑна кӗреймерӗ. Вӑл, ашшӗн вирлӗ сӑмахӗсене тӑнласа, шухӑша кайнӑ. Вӑл художникре хӑйӗн чун-хӑватне пӗтӗмӗшпех кӑтартса параймасран хӑрарӗ. Вӑл темӗнле ача амӑшне персе вӗлернине, хӑй ҫав ача амӑшне юн кӳлленчӗкӗнче тупнине, илсе килнӗ чух хӗрарӑм вилнӗ пекех пулнине, ҫав вилен виҫӗ ача юлнине, амӑшне персе вӗлернӗ хыҫҫӑн Лантенак ачасене хӑйпе пӗрле илсе кайнине кӑна пӗлнӗ. Урӑх вӑл нимӗн те пӗлмен. Каната тыт! Вӗсем туслӑ пурӑнаҫҫӗ. Нумай пулмасть вӑл кружоксенче «культура сарса хӑтланатчӗ». — Оцео хо суа, — терӗ вӑл; Лось ӑнланчӗ: «Тимлӗрех пулӑр та аса илӗр». Марта пасара кайма хатӗрленсен, вӑл алӑк питӗрӗнсе тӑнине, ҫӑринче уҫҫи ҫуккине курах кайнӑ. Хваттере таврӑнтӑм, унта хамшӑн хуйхӑрса ларакан Савельича тӗл пултӑм. Ҫапла; ун ҫинчен пӗтӗмпех сана ҫырса пӗлтӗресшӗн турӑм ҫакна. Ҫапла… Ку ӗҫе пӗтерес пулать! Каялла ил сӑмахна! — кӑшкӑрчӗ Кандов, ун хыҫҫӑн сиксе ӳксе. — Кам унта ҫӑвар уҫма хӑйрӗ? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ исправник. — Уншӑн эсир хӑвӑр сӑмахӑра тытма пӗлетӗр, — терӗ доктор, — кун ҫинчен нумаях та пулмасть ҫеҫ ӗненме тӗл килетчӗ, — терӗ вӑл. Вӑл сасартӑках хӑйӗн звенинчи виҫӗ истребитель тӑхӑр «мессерпа» ҫапӑҫнине курчӗ. Тӑшман командованийӗ «мессерсене» штурмовиксен атакине сирсе яма чӗннӗ пулас. — Тӗрӗс-тӗкел пулать!.. Эсир ӗненес те ҫук, мисс Пойндекстер, вӑл мана пистолечӗпе тӳрех сӑмса айӗнчен тӗллерӗ вӗт. Лещинскийсен хапхи ҫинче — шурӑ картон. Картон ҫине кӗскен: «Ревком» тесе ҫырнӑ. Корсунова пырса кӗчӗ. Вӑл питҫӑмартине ҫыхнӑ арӑмӗ вырӑн ҫинче выртнине курчӗ. Марьян икӗ хулӑн тути хӗрри пӗр-пӗрин ҫумне васкавлӑн ҫапӑнчӗ, мӑнтӑр сӑмси мӑшлатса тӑчӗ, куҫӗ, мӑч-мӑч хупӑнса, енчен енне чалӑшса пӑхрӗ, урамра такам курасран сыхланчӗ. Аристотель хыҫҫӑн пилӗкҫӗр ҫултан грексен ученӑйӗ Птолемей пурӑннӑ. Юлашки икӗ эрне Еленӑшӑн питӗ вӑрӑм пулчӗ. Сасартӑк оркестр янраса кайрӗ, эпӗ вара вӑл хӑйӗн жакеткипе тутӑрӗ ҫинчи юра сӑтӑрса тӑкнӑ май каланӑ сӑмахсене илтеймесӗрех юлтӑм. Степан Иванович ун ҫине айӑпа кӗнӗ пек пӑхса илчӗ, Комиссар питне-куҫне хаяррӑн чалӑштарчӗ: — Мӗн канашӗ памалли пур ӗнтӗ сана, Степан Иванович! Ерошка мучин пӳрчӗ самаях пысӑк, кивех мар, анчах та унта хӗрарӑм пулманни сисӗнет. Кантӑксемпе алӑксенчен ҫынсем пуҫӗсене кӑларса пӑхаҫҫӗ, кашни минутрах хӳме хыҫӗнчен кам та пули пуҫне кӑларса ҫапла ыйтать: — Ҫавсем-ши кусем? — Анне! Вӑл каркӑч ҫинче ҫӗлӗччӗ, эпӗ унӑн тӗкӗр ҫине ӳкнӗ сӑнне сӑнаттӑм, вӑл кӑмӑлланине пурне те тӑваттӑм; салопне тӑхӑнма пулӑшӑттӑм, ӗҫме-ҫимеллине те хамах парса тӑрӑттӑм…» — Манӑн санпа калаҫмалли пур. Дубковӑн пачах урӑхла, ун аллисем пӗчӗкҫӗ, кӳпшек, шалалла хуҫлатӑнса хурӑннӑ, калама ҫук вӑр-варскерсем, пӳрнисем ҫеп-ҫемҫе; шӑпах ҫакнашкал пӳрнесенче ӗнтӗ куҫлӑ ҫӗрӗсем пулаҫҫӗ, ун пек ҫепӗҫ пӳрнеллӗ хӗрсем алӗҫ тума кӑмӑллаҫҫӗ, хитре япаласене юратаҫҫӗ. — Вӑл ҫак хӑйне усӑллах мар ӗмӗтсене, Леноре фрауран нимӗн те пытарса тӑмарӗ, анчах вӗсем усӑсӑр пек туйӑннӑ ҫеҫ! — Кирек камшӑн та тӑрӑшма пултараҫҫӗ. Анчах ӗҫ кунта мар. Сире вӑл пирӗн хушшӑмӑрта пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен каласа памарӗ-и? — ыйтрӗ граф. — Э-э! Анчах хӗвелтухаҫнелле туртакан вӑй ҫав тери хӑватлӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей пӗрехмай малалла шунӑ, пӗр-пӗр йывӑҫ ҫине ҫитсе тӑрӑнсан е алли шуҫса кайсан тин ирӗлнӗ юр ҫине пичӗпе тӑрӑннӑ. Малтанах ҫак шухӑш ӑна ытла та тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайрӗ. Адъютант хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. — Эп теветкелле хӑтланмӑп, ытлашши парӑссем ҫӗклемӗп. Карап хӑвӑртлӑхӗ пӗчӗкрех пултӑр, ун вырӑнне эпир хӑрушсӑрлӑхра пулӑпӑр. Вӑл мана урамра Плетнёвпа пӗрле пынине пӗрре кӑна мар курнӑ пулӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та эпӗ: — Эпир паллашнӑ, — тетӗп. — Ой, мӗн эсӗ! — кӑшкӑрса илчӗ хӗрарӑм. Эпӗ пӳрте кӗтӗм: пӳртре икӗ тенкел пур, пӗр сӗтел, кӑмака ҫумӗнче пӗр пысӑк арча пур. Эпӗ сана шӑллу пек пулӑшас тетӗп, анчах хӗрӳ мана санран ҫӗр хут шел. Эсир мӗншӗн ташламастӑп, тесе шухӑшлатӑр вара? Ӑҫта та пулин хӳтлӗхе кӗрсе тӑрасчӗ хуть, ҫумӑр витӗрех йӗпетрӗ. Арӑмӗ ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те шикленерех ыйтрӗ: — Мӗскер эс? Ан ман, аран-аран пулин те, эсех ӑна пӗркун хӑваласа ҫитрӗн вӗт-ха. Хӗр хӑвӑрт пуҫне ҫӗклерӗ те, темле япалана хӑй ҫумӗнчен тӗртсе янӑ пек, аллине малалла тӑсрӗ. — О, ҫук! Эпӗ Силвио ҫине тӗлӗнсе пӑхса ларатӑп. Пурнӑҫ тинӗсӗ ун умне, поэтсем ҫырса кӑтартнӑ евӗр, асар-писер хумсемпе хумханса выртнӑн тухса тӑмарӗ; ҫук: — ун умне ҫав тери лӑпкӑ, хумханмасӑр выртакан тата мӗн тӗпне ҫитичченех витӗр курӑнса тӑракан тинӗс тухса тӑчӗ; хӑй вӑл пӗчӗк те вылянкалакан кимӗ ҫинче ларать, лере вара, тинӗсӗн тӗттӗм те юшкӑнлӑ тӗпӗнче, пысӑк пулӑсем евӗр, темле илемсӗр хӑрушӑ аҫтахасем тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ: пурнӑҫри пур кӑлтӑксем, чир-чӗрсем, хуйхӑ-суйхӑ, ӑсран тайӑлни, ҫука юлни, суккӑрланни… Сержант тепӗр хут ыйтрӗ: — Ӑҫта санӑн тӑван ҫӗршыву? — Салам калать-и? Мӗн пирки йӑнӑшнӑ-ха ҫакӑн йышши ҫынсем? Сӑрт хушшин хӗвелтухӑҫ енчи стена тӑрӑшшӗпе пӗр чӑнкӑ кӑна сукмак ҫӗлен пек авкаланса хӑпарать, вӑл сукмак тӑрӑх мулсем ҫӳреме пултараймаҫҫӗ. Салтак Костин, ӗҫсе ӳсӗрӗлме ӗлкӗрнӗскер, хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Хӑваласа ярас пулать ӑна, эсреле! A la guerre, comme a la guerre! Эпӗ санӑн куҫусенчен хӑрамастӑп. …Гор ҫамки ҫинчи тарне сарлака ал тупанӗпе йывӑррӑн шӑлса илчӗ. Горева Венӑна илнӗ ҫӗрте пулни ҫинчен пӗлсен, вӑл ӑна ҫӗршер ыйтусемпе атакӑлама пуҫларӗ. — Ача каллех кулса ячӗ, арча ҫине тинкерчӗ, вара сасартӑк хӑйӗн амӑшне пилӗк пӳрнипе сӑмсинчен, шӑлӗсенчен ярса тытрӗ. Сӑрт-туне пӑхмасӑр, йӑлӑм-айлӑм урлӑ каҫса, Огнянов тул ҫутӑличчен утрӗ, унччен малтан иртнӗ ҫулӗнчен аяккинелле пӑрӑнасшӑн пулчӗ вӑл. — Тусӑм, — тесе ыйтрӗ Элен, — Англи чӗлхине ӑнланатӑн-и эсӗ? «Ӑҫтисем эсӗ, мӗскӗн?» — Ҫав — аристократсем-и? — ыйтнӑ Люба. — Пӗччен-и? — Половцевӑн пырӗнче темскер хӑрӑлтатма, лӑкӑртатма пуҫларӗ, питшӑммисем таврашӗнчи ӳт чӑмӑрккисем кӑрт-карт туртӑнкаласа вылянаҫҫӗ, шултӑра ҫирӗп аллисен пӳрнисем кукӑрӑлчӗҫ, вара алӑ сыпписем тӑртанса каймаллах хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ чышкӑсем пулса тӑчӗҫ. Сӑмаха лайӑхрах ҫыпӑҫтарас тесе, эпӗ акӑ мӗн каласа кӑтартрӑм: — Манӑн тӑвансем Пайк округӗнче, Миссури штатӗнче пурӑннӑ, эпӗ унта ҫуралнӑ, анчах вӗсем пурте вилнӗ, эпӗ, атте тата шӑллӑм Айк ҫеҫ юлнӑ. — Эсӗ чӑнах та чуптурӑн-и мана, Том? Чылайччен пырсан-пырсан, эпир тата икӗ хут хӑвӑртрах ана пуҫларӑмӑр; эпӗ ҫакна манӑн пит-куҫа сывлӑш вӑйлӑн пырса ҫапӑннинчен асӑрхарӑм. Хӑшпӗр предметсемпе лайӑх вӗренетӗп-ха эпӗ, сӑмахран, математикӑпа, географипе. Хӑшин-пӗринпе вара — япӑх, сӑмахран — литературӑпа. Хуҫисене, кӳрентерес мар тесен ӑна ҫисе пӗтересех пулать ӗнтӗ. Выҫӑхнӑ Павел хӑй сисмесӗрех виҫҫӗмӗш турилкене пушата пуҫларӗ. Вӑл аэродром ҫинчи самолёт умӗнче, хӑй самолёчӗ патӗнче тӑрать. Унӑн техникӗ, хӑй чӗннӗ пек каласан, «технар», тӑсланкӑ Юра, яланах хура питлӗ те хырӑнманскер, шӑлӗсемпе те куҫ шуррисемпе йӑлкӑшса, кабинӑна ларма кӑчӑк туртать: хатӗр, атя, вӗҫмешкӗн… Анчах эпӗ питех те иккӗленетӗп, хуҫа манӑн калава пӗтӗмӗшпе ӑнланма пултараймӗ, мӗншӗн тесен манӑн ӑна нихҫан курман-илтмен япаласем ҫинчен каласа пама тивет. «Мӗнпе тивӗҫлӗ пултӑм-ха эпӗ ҫакнашкал юратӑва? — шухӑшларӗ вӑл. — Нӑтӑртататӑн? — тесе ыйтнӑ пиччӗшӗ. Умрихин ӗнтӗ унпа калаҫмасть, — вӑл Андрей мӗнле утнине хытӑ сӑнаса пырать, час та часах ӑна асӑрхаттарать: — Хуллентерех ут-ха эсӗ! Пӗр пысӑк ушкӑн ҫав чул хапха витӗр хӗвел аннине пӑхма тухса кайрӗ. Вӑл «Чайка» ҫинче вӗҫнӗ иккен те, Божушан таврашӗнче аманнӑ. Тепӗр ирхине вӑл ҫутӑличченех тӑчӗ те Голышев ҫывӑрнӑ вӑхӑтра связнойпе пӗрле «Теттесен клиники» текен ҫурма ишӗлчӗк магазина вырнаҫнӑ полковой перевязочнӑй пункта кайрӗ. Акӑ, февралӗн 20-мӗшӗнче ҫамрӑк капитана барометр кӑтартни пӑшӑрхантара пуҫларӗ, ҫак кун вӑл темиҫе хут та барометр кӑтартнине ҫыра-ҫыра илчӗ. Полозов тутисем патне илсе ҫитернӗ черккине сӗтел ҫине лартрӗ. Анчах вӑл питех те телейсӗр пулас. Ҫавӑн пек ҫамрӑкскерӗн тусӗсем ҫук, ҫав тӑмсайсем хушшинче ӑна ытла та кичем пулмалла… эх, анне чӗрӗ пулсанччӗ! Малтанхи кун пытаннӑ пекех, вӑл карлӑк хыҫне пытанса ларнӑ. Анчах ракетӑсен шап-шур ҫуттинче ял ҫине пӑрахакан бомбӑсем уҫҫӑнах курӑнчӗҫ. Малтанах бомбӑсем пӗчӗк хура пӑнчӑсем пек ҫеҫ палӑрчӗҫ, анчах аялалла вӑркӑнса аннӑ май куҫ умӗнчех ӳсрӗҫ, унтан каҫхи тӗттӗмлӗхре хӗрлӗ ҫулӑм паркисем ялкӑшрӗҫ. Ҫеремрен лерелле, хӗвеланӑҫнелле, лачакаллӑ та пысӑк кӗрхи пусӑ талккӑшӗ чӑсӑлса выртать, инҫетре, ун тӗлӗнче вара, утрав пек, чӑрӑш вӑрманӗсем курӑнаҫҫӗ, — вӗсен хыҫӗнчи пӗлӗте ӗнтӗ ҫак кунсенче, яланах, тем пысӑкӑш мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗмсем хуратаҫҫӗ. Унтан вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ, анчах кӗлтума пултараймарӗ. Кузьмин ман ҫине кӑтартса кӑшкӑрчӗ: — Ак ҫак тата… Тарса пытанмалӑх вӑхӑт пур-ха. Кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗле бухтӑн ку енне Инкерманпа Ҫурҫӗр енчи укреплени хушшинчи телеграф сӑрчӗ ҫине икӗ моряк ҫитсе тӑчӗҫ. Артур пӗр сӑмах чӗнмесӗр чӗркуҫленсе тӑчӗ, Монтанелли те ҫавӑн пекех чӗнмесӗр, аллине Артурӑн усӑнса аннӑ пуҫӗ ҫине хучӗ. — Хаклӑ Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, председатель хама сӑмах парсан, — халӗ ӗнтӗ летчиксен ячӗпе саламлама сӑмах парӑр, мӗншӗн тесен пирӗн аслӑ Совет ҫӗршывӗ ҫийӗн вӗҫекенсен хушшинче эсир вӗрентнӗ ҫынсем те сахал мар, вӗсем пурте манӑн кашни сӑмахпа пӗр иккӗленмесӗр килӗшнӗ пулӗччӗҫ. — Мартиние? Ӑҫта мӗскер тунине те ӑнлансах пӗтерейместӗп ӗнтӗ эп… Ӑҫтан эп суйма пултарӑп, ешӗл хам ҫавӑн пеккине, тен, ҫӗр хут та ытла сӑнаса курнӑ пулсан? Унтан аллине куҫӗпе тан тытса, тӗллемесӗр тенӗ пекех, печӗ. Елена хуралтӑ ӑшне пӑхрӗ, йытӑ ҫурисем чӗрӗ те сывлӑхлӑ пулнине, вӗсене улӑм сарса панине курсан, каялла ҫаврӑнчӗ те кӑштах кӑшкӑрса ямарӗ: аллея тӑрӑх ун патнелле Инсаров пырать, пӗчченех. Анна Сергеевна тӑчӗ те, алӑк патнелле утрӗ. — Ниме тӑман япала!» — Эпӗ сана ӗненетӗп, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Унӑн кӑкӑрӗнче ашкӑнчӑка хирӗҫ ҫилӗ йывӑррӑн капланса хӑпарчӗ, вӑл ӑна мӗнле те пулин усал япала туса парасси ҫинчен шухӑшларӗ. Анчах вӑхӑт ҫитет, инҫе мар, инҫе мар вӑл». Мӗнле хӑять-ха ҫак хӗрарӑм сӑнӗ леш юмахри пек илемлӗ хӗр сӑнӗнчен те ҫывӑхрах тӑма? Ӑнлантӑн-и? Ҫук, ку ҫав тери ӑссӑр япала!.. Вӑл пулма пултараймасть… Анчах вӗсем ун чухне ӑна пӗтӗм гаваньре ҫав тери лайӑх шырарӗҫ! — Ытлашши мар, анчах курӑнать… Вӑл мана чӗринчи мӗнпур вӑрттӑн шухӑшӗсене шанса калать. Хай служащисенченех пулмалла-ха та, ҫапах та эс, председатель, хуп турттарнӑ чух манпа пӗрле ҫӗр улми тасатма та йӗрӗнсе тӑмарӗ. Ӑна Цветаев хыттӑн каласа татать: — Ятне тума обязательно, мӗншӗн тесен унсӑрӑн санӑн партбилетна туртса илеҫҫӗ. Эпир пӗлетпӗр! Кашни ир, кӑвак ҫутӑпа, Яков Лукич Островнов, ҫийне кивелнӗ брезент плащ уртса ярать те, хутортан тухса, тырӑсене пӑхса савӑнать. — Анчах эпӗ паян Берлина каятӑп, — терӗ Санин. Анчах ҫакӑн ҫинчен мӗншӗн ыйтатӑр-ха эсир? — Давыдов тутӑр ҫыхнӑ хӗрача ҫине пӳрнипе тӗллерӗ. Кунта, сӑмахран, шыв юхса выртать, ҫӑл шывӗ: таса шыв; ну, тӑраниччен ӗҫетӗн те — ӑна та асӑрхатӑн. Тӗтӗм сирӗлсе пӗтрӗ. Уй-хир те, аякри вӑрман кӑтрашкисем те лайӑхах курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑрман тӗлӗнче ракетӑсем ярӑна-ярӑна хӑпараҫҫӗ. Пухӑннисем хӗрхенсе кӑшкӑрса ячӗҫ, хӗрарӑмсем йӗреҫҫӗ. — Таркӑн негр-и? Йӗр йӗрлекенсем ҫав аллея Аламо патнелле кайнине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та пӗтӗм экспедици ҫав уҫланкӑпа кайма шут тытнӑ. Вӑл хирӗҫ чӗнмерӗ. — Мӗн тӑватӑр эсир? — тепӗр хут ыйтрӗ Берсенев. Анчах ку йӑла вӗсен хӑйсен вилнӗ ҫулпуҫӗ умӗнче чӗтӗресе тӑнипе мар, ытларах тутлӑ какайпа ҫуланса пӑхас килнипе тухса кайнӑ темелле, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынсене вӗлерсен, леш тӗнчене каймалли тарҫӑсен ӳчӗсене те ҫавӑнтах ҫисе яраҫҫӗ. Унтан эпӗ Альпа сӑрчӗсем урлӑ каҫакан Ганнибала куртӑм. Судьясем Павелран унӑн пурнӑҫӗ ҫинчен нумайччен, тӗплӗн ыйтаҫҫӗ пулӗ, вӗсем вичкӗн куракан куҫпа унӑн ывӑлӗн мӗнпур шухӑшӗпе ӗҫне, унӑн пӗтӗм кун-ҫулне пӑхса тухаҫҫӗ пулӗ, тесе шутланӑччӗ вӑл. — Ан хӑра, ан хӑра, кил ман пата. Ҫав хут тӑрӑхах атте пӗтӗм памалли укҫине парса татнӑ майӗпе ҫак сутӑн илнӗ именин чӑн-чӑн хуҫи пулса тӑма тивӗҫлӗ, именине сутнӑ Троекуровӑн та тата урӑххисен те никамӑн та малашне ку именипе нимӗнле ӗҫ те пулмалла мар. Йӑлт начарланса кайрӑмӑр, тумтирсем ҫӗтӗлсе пӗтрӗҫ. Вӗҫнех ҫитрӗмӗр. Халӗ ӗнтӗ пирӗнпе пӗрле свидетель пур, вӑл ҫав ӗҫе татса пама пултарассӑн туйӑнать, мустангера ӗнтӗ е ҫакса вӗлерӗҫ, е тӳрре кӑларӗҫ. Хӑшпӗрисем ҫеҫ, каярах юлнисем, хӑйсен пӳрчӗсем умӗнче каҫхи апат тӑваҫҫӗ. Халь уҫҫӑнах курӑнать ӗнтӗ: паян мар-тӑк, ыран — ҫапӑҫу пулмалла. Санӑн вӑрлӑху пур-и? Эпӗ княҫсем, графсем, баронсем ларакан енчи сак ҫине вырнаҫрӑм та вӗсемпе французла калаҫма пуҫларӑм, ҫавӑн чухне (каласан та тӗлӗнмелле) манӑн хам пачах пӗлмен предметпа кӗҫех ответлемелли ҫинчен пуҫа шухӑш та пырса кӗмерӗ. Тепӗр тесен тата, мӗншӗн савӑнмалла мар-ха унӑн? Вӑл ансӑр та типшӗм питлӗ, усӑнсарах тӑракан шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫын. Хӗрлӗ кӑшкарлӑ картусӗн пысӑк козырёкӗ айӗнче унӑн сыхлансарах пӑхакан кӑвак куҫӗсем сивӗ тимӗр тӗслӗн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Апла эсӗ вилмен пулать? Ну, батюшка Петр Андреич! Питӗ хытӑ хӑратрӑн эсӗ мана. Вӑл пӳрт, ытти кирлӗ ҫуртсем тата ферма тунӑ, сад ларттарнӑ, пӗве, икӗ пусӑ чавтарнӑ; анчах садри ҫамрӑк йывӑҫсем начар ӳснӗ, пӗвинче шывӗ питӗ сахал пуҫтарӑннӑ, пусӑсенчи шыв тӑварлӑ пулнӑ. Шапошникова пурӑнӑҫ йывӑрлӑхӗсем интереслентерместчӗҫ, вӑл пӗтӗмӗшнех турра пӗтерсе хурас, духовенствӑра мӑшкӑллас ӗҫе ярӑнатчӗ, пуринчен ытла вӑл монахсене кураймастчӗ. — Халь тин ку пурӗпӗрех! — ал сулчӗ Негоро. Паллах ӗнтӗ, ун ҫинчен чи малтан майор шухӑшларӗ. Воропаев ӑна нумай япала ҫинчен шухӑшланӑ тата тӑвас ӗҫе хӑй вӑйӗпе тума вӗрентрӗ. — Мӗнпе кӳрентеретӗн-ха мана? — терӗ хохол, хулпуҫҫине ҫӗклесе. Вӑл ухмах мар-ҫке: суйса хӑварать те — малалла вӗҫтерет. Маншӑн вӑл пурпӗрехчӗ. Ҫук, мӗн каламалли пур, лаптӑк питӗ лайӑх. Ачасен тумтирӗпе апат-ҫимӗҫӗ чипер. Христос чӗрӗлнӗ таса кун ӑна, ыттисем пекех, хисеп тунӑ, анчах вӑл хӑйӗн сӑранланса ларнӑ ҫаннине тавӑрман, хӑйӗн хыҫри кӗсъинчен хӗрлӗ ҫӑмарта кӑларман, ӑна хӑвӑрттӑн сывласа, куҫне мӑч-мӑч хупса улпут ачисене е улпут майрине хӑйне паман. — Пур ҫӗрте те ҫапӑҫаҫҫӗ, — терӗ хӗрарӑм. Анчах атте мана час-час патак лектере пуҫларӗ: куна вара эпӗ чӑтса пурӑнас темерӗм. Ҫил ман ҫула май вӗрчӗ. Ҫапла пулсан та эпӗ малтан кӗсменсемпе ишсе пытӑм. Анчах кӗсменсемпе ишни хама халтан ярассине тата ҫил те урӑх майлӑ вӗрме пултарассине чухласа илсе, эпӗ пӗчӗк парӑса лартса карма шутларӑм. Ҫапла вара, тинӗс шывӗ каялла тинӗселле чакнипе усӑ курса, эпӗ хам шутӑмпа сехетре лига ҫурӑ ишсе пытӑм. Ӗнер каҫхине те, паян ирхине те — пӗрмай чакса пынӑ вӑхӑтра та — унӑн пӗртен-пӗр ӗмӗт ҫеҫ пулнӑ, ку ӗмӗт — мӗнле пулсан та тӑшмана тытса чарасси. Пуринчен ытла вӑл тӑшмана ҫак юлашки рубежра тытса чарасса хытӑ шаннӑ. Вӑл хӑйӗн яланхи пекех пӗр тикӗс уттипе пӳлӗм тӑрӑх иртрӗ, Макҫӑм ун ҫине куҫ айӗн пӑхса илсен кӑна кӑшт ҫеҫ йӑл кулса илчӗ те, унӑн куҫӗсем те мӑнаҫлӑн кулнӑн ҫиҫсе ялкӑшрӗҫ. Буланка? Амӑшӗ тухса кайрӗ. Эпир вутра пиҫӗхнӗ, пире нимпе те хӑратаймӑн, анчах сирӗн тирӗр ачашрах; сирӗншӗн кунти сывлӑш сиенлӗ — ӗненӗр мана, пӑсӑлма пултаратӑр. Ха-ха-ха, кулаҫҫӗ вӗсем, пӗтӗмпех философи ҫакӑ!.. Чаршав хыҫӗнчен хохол сасси илтӗнчӗ: — Эпӗ сана, Николай, саспаллисем пухма вӗрентӗп те, эсӗ пирӗн наборщик пулӑн, — юрать-и? — Вӑрҫах, вӑрҫ, Павел Андреич, вӑрҫ… Кам пӗлет, тен Грант капитан кунта Инди океанӗн меслетсӗр алхасакан тӑвӑллӑ ҫилӗсемпе кӗрешнӗ пулӗ, тен ҫав тӑвӑл унӑн карапне ниҫтан тытса чармалла мар хӑвачӗпе пушӑ та инкеклӗ ҫырансем патне сӗтӗрнӗ. Мӗн тери шел ӑна… ҫак уксах та хӑюллӑ старике! — Марина, ҫырлаҫӑм, ӑҫтан туртса кӑлартӑн-ха эсӗ кунашкал япала? Вӗсем шӑпӑртах апатланчӗҫ. Христина аллисем ӑна шыраса тупрӗҫ. Лар ҫакӑнта, лар манпа пӗрле. — Нивушлӗ? Хатӗрленсе пӗтереймерӗн-им? Тата ытларах хӗпӗртесе кайнӑ Мересьев Анютӑна: — Апла пулсан, ҫынсем Гришӑна сухал питӗ илемлетет тесе шутлаҫҫӗ пулин те, вӑл ӑна пӗр самантрах шуйттан патне хырса ывӑтать, терӗ. Уйрӑмах Фома старикӗн куллине курайман. Вӑхӑтлӑха оппозицире тӑракан Матвей Ильич Колязин Богема шывӗсем ҫине кайнӑ чухне, ӑна хисеплесе, ун патне кӗрсе курчӗ; хӑй сайра курӑнӑҫакан туземецсем ӑна кӑшт ҫеҫ кӗлтуса пуҫ таймаҫҫӗ. Ӑҫта унӑн кушак ҫӑмӗ пек сарӑ ҫӳҫ хутламӗсем? Анчах ача ҫав сасӑсене хӑй ӑшне мӗнпурне пӗрле илсе чӑмӑртама, йӗркипе вырнаҫтарма пултараймасть. Хакла Петр Сергеевичӑм! Ку ҫыру сирӗн пата ҫитессе шанатӑп. Тата пире пӗри, Петербургран килнӗскер, каласа пачӗ (вӑл министр патӗнче уйрӑм порученисем енӗпе ӗҫлет, ытарма ҫук аван ҫын, халь ӗнтӗ, хулара никам та ҫук чух, пирӗншӗн вӑл ҫав тери рисурс, ун ҫинчен эсӗ шухӑшлама та пултараяс ҫук) — пирӗннисем Евпаторие тытса илнӗ пулас, тет вӑл, французсем ӗнтӗ текех Балаклавӑпа ҫыхӑну тытаймӗҫ, ӑна тытса илнӗ чух пирӗннисен 200 ҫын пӗтнӗ, а французсен 15 пине яхӑн. Ҫитме пӗр виҫӗ утӑм юлсан, Лушка чарӑнса тӑчӗ, аран илтӗнекен сасӑпа:— Кам ку? — тесе ыйтрӗ. Санин урисем ҫине ӳкет, ҫаврӑнса тӑрать, хывса пӑрахнӑ пальтоне васкаса тӑхӑнать, Эмиль кӗске сӑмах калать, лешӗ курткине тӑхӑнать те иккӗшӗ те ҫавӑнтах малалла васкаҫҫӗ. — Анчах тепӗр енчен пӑхсан — рабочи француз та, тутар та, тӗрӗк те — вырӑс рабочийӗ пекех, йытӑ пурнӑҫӗпе пурӑннине куратпӑр! Анна Степановнӑна туссем патне ярса хам вӗҫсе килни ҫинчен пӗлтермелле туни ман енчен, чӑнах та, ҫӑмӑлттайла шухӑшчӗ ӗнтӗ. Ҫак пӗчӗк патриотизмла шухӑшшӑн кӗрешессинчен сивӗнӗр, хальхи этемлӗхӗн ӑс-хакӑл ялавне ҫӗклӗр, наукӑна тӗренӗр… Мана пӗр ҫын лаша парать, ӑна пур енчен те шанма пулать. Плутон, Ҫӗрпе танлаштарсан, Хӗвелтен хӗрӗх хут аяккарах вырнаҫнӑ, унӑн пӗр ҫулталӑкӗ ҫӗр ҫинчи икҫӗр аллӑ ҫулталӑка яхӑн тӑсӑлать. Эпӗ ӑҫта пулнӑ, унта ман ҫинчен астӑвӗҫ, — акӑ мӗн! Анчах вӑл кӑмӑллӑн йӑл-йӑл кулнине, хӑрах куҫне хыттӑн йӑлтӑртаттарнине курсан, кашниншӗнех ҫакӑ палла пулчӗ: ӑна никам та ҫӗнтермен, вӑл халӗ хӑй ҫӗнтерӳҫӗ. Ҫавӑрттарса пӗтернӗ пӳлӗмелле ним ӑнланман пек пӑхса, амӑшӗ салхуллӑн пӑшӑлтатса илчӗ: — Николай мӗншӗн хаяррӑн калаҫрӗ-ха унпа?.. Фиджи утравӗсемпе Торрес проливӗ патӗнчи пекех, Ҫӗнӗ Зеландире те ҫынна ҫын ҫиес йӑла питех те сарӑлнӑ. — Эпӗ-и? — тӗлӗнчӗ Негоро. Ерофей Кузьмич колхоза кӗнӗ те пур ҫынна та тӗлӗнтерсе ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлеме тытӑннӑ: колхозниксем умӗнче шанчӑка тухмалла пулнӑ, унсӑр пуҫне тата тӗлсӗр ҫапкаланса ҫӳренӗ ҫулсенче тумасӑр юлнӑ ӗҫсене ватӑлӑх килсе ҫитиччен туса ӗлкӗрмелле пулнӑ. — Тӗрӗс, — терӗ доктор. Эсир Джойса тата Гэнтера илӗр те, вӗсемпе пӗрле Бристоле кайӑр. — Тусӑм, чуна кирлишӗн вӑл! Иртнӗ ушкӑн Конституци проектне рабочи класӑн диктатурине пӑрахӑҫ тӑвать тесе айӑплать пулсан, ку ушкӑн ӑна, тепӗр майлӑ, — вӑл ССР Союзӗн хальхи йӗркинче нимӗн те улшӑнтармасть, рабочи класӑн диктатурине ним сӗртӗнми хӑварать, политикӑллӑ партисем пуласса ирӗклӗх памасть тата ССР Союзӗнче Коммунистсен партин хальхи ертсе пыракан вырӑнне вӑйра хӑварать тесе айӑплать. Ҫав хушӑрах ку критиксен ушкӑнӗ ССР Союзӗнче партисен ирӗклӗхӗ ҫукки демократизмӑн никӗсӗсене пӑснин палӑрӑмӗ пулать, тесе шутлать. Пӗр сехет хушшинче сакӑр витре юхнӑ… Ҫав вӑхӑтра малти пӳлӗмрен Володьӑпа сывпуллашакан Дмитрин сасси илтӗнчӗ. — Э-э! Базаров чӗнмерӗ. Марья Васильевна хускалмасӑр тӑрать, лӑпкӑнах, мӑйӗнчи сарлака коралл мӑййине ҫеҫ хӑш чухне турта-турта тӳрлетет, калӑн, ҫав мӑйя ӑна пӑвать тесе. Вӗсем юлашки хут хушассине кӗтнӗ. Вӑл лӑпкӑ пулни те Петр кӑмӑлне кайман, ҫав вӑхӑтрах Петра ӑна ҫавӑншӑн ӑмсаннӑ пек те туйӑннӑ. Вӑл Джеммӑн икӗ аллине те чӑмӑртаса тытрӗ. Вӑл ҫырса кантӑкран ывӑттӑр ҫеҫ. Хӑйӗн чулӗсене вӑл питӗ асӑрханса ҫӗнӗ те шанчӑклӑ вырӑна вӑрттӑн пытарчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл хӑйне мӗн хушнисене яланах итлекен, пур ӗҫе те вӑхӑтра тӑвакан чӗрчун пулса тӑчӗ». Авалтанпах ҫынсем пӗр-пӗринчен ҫывӑхра вырнаҫнӑ хӑшпӗр ҫутӑ ҫӑлтӑрсем тӗрлӗрен фигурӑсем майлӑ курӑннине асӑрханӑ. — Рио-Гранде тӑрӑхӗнче, сеньор. Кӑнтӑрла лайӑх апатлансан, ҫулҫӳревҫӗсем Делегейта хӑварчӗҫ. Темӗнле, пӗлме ҫук тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл: хӑй вырӑс пек туйӑнатчӗ, анчах ячӗ унӑн ют халӑх ҫын ячӗччӗ. — Айртона кунта илсе килӗр, — тесе хушрӗ Гленарван. Иван Иванович кӳреннипе лачлаттарса сурчӗ те каллех ӗҫе тытӑнчӗ. Ӑҫта вӑл Петр кӗтӳҫӗ? Ҫынни ҫурӑмӗпе таяннипе пичке кӑштах силленсе илчӗ. Ҫав фарсӑн геройӗ вара Фелим пулнӑ. Уншӑн пӗр тавлинла юрӑ уйрӑммӑнах чӗрене тивмелле пулнӑ иккен. Ҫапла ҫав! Анчах та, тӑвансем, мӗн пирки кукӑртнӑ-ха эпӗ? — Питӗ аван, кӑмӑллӑ пулчӗ, — терӗ капитан. — Анчах эпӗ сире ҫакна пӗлтерме тивӗҫлӗ, пире Магеллан проливӗн айӑккипе иртме тӗл килчӗ. Ҫак ҫынна тӳрӗ ҫын-и вӑл, ҫук-и — йӑлтах шанса пӗлтермелле пулчӗ ӗнтӗ, ӑнчах кирек мӗнле йывӑр пулсан та ҫак ӗҫе туса ҫитермеллех. Ян-ян!.. пӗрре, иккӗ!» Эпӗ цирка каяс тетӗп. — Кам тата? Хӑйне аран-аран, мӗнпур вӑйӗпе тытса чарса, Мересьев шала кайнӑ сасӑпа:— Мӗн тӑвас-ха вара манӑн? — терӗ. Тек хушать те хушать, — сирӗн ӑна та тумалла, сирӗн кӑна та тумалла… Кил-ха, савнӑ ҫыннӑм, кунта! — Эпӗ тытнӑ тенине ҫеҫ илтрӗм! Эпӗ тӑрса ларсанах, шыв хумӗ мана пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех йӗпетсе пӑрахрӗ. Ак сана тимӗрҫӗ! Халӗ ытла ывӑнса ҫитрӗм. Вӑл, пылчӑк ҫинче йӑваланса ан выртчӑр тесе, хӑйӗн ҫыххисене темле шӑтӑка илсе хучӗ те, вӗсем патне тӑчӗ, яланхи пекех чӑтӑмлӑн, ашшӗ килессе кӗтме пуҫларӗ. Эпӗ мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫыран патнелле чупрӑм, кимӗ ҫине ларса ҫырантан шалалла ишсе кайрӑм. Эпӗ тарнине кура дикарьсем мана хӑвалама тытӑнчӗҫ, тинӗселле шалалла ишсе кӗриччен вӗсем ман ҫинелле ҫӗмренпе печӗҫ, ҫав ҫӗмрен манӑн сулахай ура чӗркуҫҫийӗ ҫине тарӑнах кӗрсе ларчӗ. Эпӗ дикарьсем ҫӗмрен йӗппине наркӑмӑшлӑ япалапа сӗрнӗ пулӗ тесе сехӗрленсе ӳкрӗм. Анчах тӑра киле эпир ҫак юрра хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, кайран вара ун ҫине ал сулма та пӑрахрӑмӑр. Ку каҫхине ҫак юрӑ доктор Ливсишӗн ҫеҫ ҫӗнӗ япала пулчӗ, анчах ку юрӑ унӑн кӑмӑлне кайманнине сисрӗм. Ватӑ сад ӑстипе Тейлорпа ревматизмран сывалмалли ҫӗнӗ меслет ҫинчен калаҫма тытӑниччен вӑл капитан ҫине ҫиллесӗн пӑхса илчӗ. Ҫавна халӗ, эсир ман ҫумма сӗртӗнсен кӑна мантӑм… эпӗ чирлӗ вӗт. Ҫурт патне тухиччен вӑл кӑчӑртатакан гравий тӑрӑх нумай ҫӳрерӗ. Хӗрарӑм, пуҫне ҫӗклесе, унӑн пичӗ ҫине куҫӗсене чарсах пӑхса тӑнӑ. Ҫавӑнпа вӑл ҫутта кӑларас ӗҫшӗн тӑрӑшса хӑйӗн пур пек вӑйне-халне хӗрхенмест. — Мӗнле-ха вара! Пурин ҫинчен те пӑртак ыйтса пӗлчӗ вӑл, унтан калать: «Каях киле, Нагульнов юлташ, кӗҫех эп сирӗн пата ҫитетӗп», — тет. — Тата мӗн каларӗ-ха вӑл? — хавасланса ыйтрӗ Разметнов. Суранӗсене тӳрлетме тата ҫӗнӗ ҫапӑҫусем валли канса вӑй илме тесе, вӗсем сӑртсем хушшине тӑраҫҫӗ. Уйӑрасшӑн пулса, вӗсене аллисенчен, урисенчен сӗтӗреҫҫӗ. — Ну, мӗн калас теттӗн, ҫӗрлехи кайӑк? — Хӗрача каллех кулса ячӗ. Акӑ сана манӑн мӗн пур ответӑм. Ҫав ҫын кунтан тухса кайсан, пӗр самантрах пушар ҫулӑмӗ ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ. — Чӑнах та, калама пултараймастӑп. — Ку Луизӑн лаши-ҫке? Эсӗ ҫакӑн патне ҫитессе кам шутлама пултарнӑ? Апла пулсан ӗнтӗ, ку нимӗҫсем вӑрмантан тухнӑ та, пирӗн оборонӑра хӑйсен снарячӗсем ҫурӑлнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, самаях малалла килнӗ пулать. — Тупӑттӑм мӗн каламаллине! — кӑшт тарсан тин хирӗҫ тавӑрчӗ старик. — Эсӗ часрах тух, ытла капӑрланса ан тӑр, — тенӗ хуҫи, Миките ҫине шӑл йӗрсе. Ӑнланатӑн-и эсӗ, ватӑ апробаци? Сан сӑмахусене илтсен, эпӗ хам ҫапла шутларӑм: Гокинс хутне кӗр, Джон, вара Гокинс та сан хутна кӗрӗ. Тин ҫеҫ ҫуралма ӗлкӗрнӗ ӑс-тӑнсӑр пӗчӗк те виҫӗ чӗрӗ чуна, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑ, пакӑлтатма тата йӑл кулма ҫеҫ пултаракан виҫӗ тӑлӑха хирӗҫ — граждан вӑрҫи, хӗн-хур законӗ, пӗр-пӗрне чиксе пӑрахасси, тӑван тӑвана вӗлересси, тахҫанхи сословиллӗ хирӗҫӳ, пӗрне-пӗри тавӑрас йӑла кӗрешрӗҫ пулин те, ачасем ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗҫ. Пӗрене ӑшӑх вырӑн патне ишсе ҫитрӗ; чарӑнчӗ те тӗлӗнмелле хускалса илчӗ. Мана, ман пек сӗтӗрӗнчӗке, ҫакса вӗлермелли ҫынна юратма пултартӑн тесе шанса тӑтӑм, ӑслӑ та ырӑ шанчӑклӑ ҫынсемех пур-ҫке сана савакансем, анчах вӗсем ирсӗр хӑравҫӑсем… — М-да, — кӗленче курка ҫине шухӑшлӑн пӑхса ларнӑ май килӗшрӗ унпа Христофор атте. — Выҫӑ мар, монсеньор. Ромашов ҫав каҫ, тӑтӑшшӑнах тӗттӗм енӗпе пыма тӑрӑшма, хула тӑрӑх вӑрах хушӑ ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, анчах мӗнле урамсемпе утнине хӑй те лайӑххӑн пӗлмерӗ. Пӗр снарячӗ танкӑн ленивец текен урапине вырӑнӗнчен кӑларса ывӑтрӗ, тепри башнине ҫаврӑнми туса хучӗ. Сире хисеплекен, сире пӑхӑнса тӑракан Платон Ковалев». Ну, эпӗ ӑнланатӑп вӗт-ха, ун пек чухне ҫӑвара карса тӑма юрамасть. Ҫав тирсенчен хама валли питӗ лайӑх чӑлха ҫӗлерӗм. — Манран ку ӗҫ хӑҫан, мӗнле пулни ҫинчен ыйтма тытӑннине юратмастӑп эпӗ… — Стайка тӑванӗсем килчӗҫ пуль-ха, хӗрне кунта шыраҫҫӗ пуль… — Йӗркине суд хӑех тупӗ. — Астӑватӑп. Унтан, Маякин енне ҫаврӑнса, мӗнпур кӑмӑлтан:— Эп хатӗр! — тесе пӗлтернӗ. — Суя хут тесе шутлатӑр-и? — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса ыйтрӗ те Бойко, сӗнессе кӗтмесӗрех, кантӑк патӗнчи пукан ҫине сарӑлса ларчӗ. Вӑл ҫӑварӗнчен пирусне ерипен кӑларчӗ те ӑна хуҫкаласа чӑмӑртарӗ, унтан хуллен: — Эпӗ урӑх туртмастӑп, — терӗ. — Пырӑп, паночку. Ку пӗрремӗш номерлӗ форма тӑрӑх пурне те чӗнмелли сигнал пулас. Юлашки сысна аш татӑкӗсене тата юлашки кукуруза пашалу касӑкӗсене ҫисе ярсан, ачасем, пӗтӗм кӑмӑлтан савӑнса, курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ. Вут ҫумӗнне ытла та ӑшӑ. Халӗ вӑл пур енчен те ҫак калаҫма юратман, хӑйне кӑмӑла кайнӑ юлташӗ пек пулма тӑрӑшрӗ. Сана вӑрҫма манӑн халӑм ҫитмест. Анчах ҫакна ҫеҫ калатӑп сана: капитан Смоллетт сывлӑхлӑ пулнӑ пулсан, эсӗ пирӗн патӑртан тарма хӑюлӑх ҫитерейместӗнччӗ. Вӑл чирлӗ пулнӑ тата сана вӑйпа тытса чарайман вӑхӑтра тарса эсӗ хисепсӗр ӗҫ турӑн. Ӑсӗ вара хӑйӗн ҫын ӑсех пулнӑ, ҫитменнине тата хӗрарӑмӑн вӗт-шакӑршӑн та вӗчӗхекен ӑс. Ку машинӑна кӑвакрах та сарӑрах тӗслӗ, кӗр тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ. Вӑл ҫывӑхах килсе ҫитсен, Рудольф Митман, атӑ кӗлисемпе шаклаттарса илсе машина еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ те, икӗ пӳрнине тӑнлавӗ тӗлне тытрӗ. Кӗтӗве хӑлхасӑр Василь Бабкин кӗтет. Ирхине: «Пуҫне касӑр унӑнне!» — тет. Яков Маякин трактирӗ пӗчченех юлнӑ. — Унӑн куҫӗсем хуралса килчӗҫ. Ҫак хуйхӑллӑ айлӑма пӑрахса хӑварар тесе ӑна кам калама пултарӗ? Елена макӑрмарӗ; вӑл пӗр вӗҫӗмсӗр: «О, тусӑмҫӑм, о тӑванӑмҫӑм,» тесе ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ. Эпӗ вӑраннӑ чух тулта тӗттӗм пулнӑччӗ, уҫнӑ чӳрече умне лартӑм та ӑрхалука вӗҫертсе ятӑм, вара ӗшеннӗ хыҫҫӑнхи йывӑр ыйхӑпа лӑпланайман кӑкӑра ту ҫилӗ уҫӑлтарчӗ. Аялти хутри пӳлӗм пӑшал пенипе кӗрлесе тӑрать. — Ну, ҫапах та, ан мухтан ӗнтӗ! Пӗр-пӗр уйрӑм сасӑсем те ҫав туйӑмах ҫуратма пултараҫҫӗ. Широкогоров громкоговорителе калама чарчӗ те Воропаевпа ҫамрӑк йӗкӗт пекех шавлӑн калаҫма пуҫларӗ. — Мӗншӗн-ха эсӗ Белецкине чуптурӑн, мана чуптӑвасшӑн мар? — ыйтрӗ Оленин. Марья Николаевна ҫак юлашки сӑмахне каласа та пӗтереймерӗ, тул енчи алӑк чӑнах та ҫурри уҫӑлчӗ те ложӑна хӗрлӗ, ҫуллӑрах та тарлӑ, ҫамрӑк, анчах шӑлсӑр тӑрса юлнӑ, тӳрӗ те вӑрӑм ҫӳҫлӗ, усӑнса аннӑ сӑмсаллӑ, ҫара ҫерҫинии пек пысӑк хӑлхаллӑ, пӗлме юратакан, айван куҫлӑ, ылтӑн куҫлӑхӗ ҫине пенсне тӑхӑнтарнӑ пуҫ хӗсӗнсе кӗчӗ. — Анчах сирӗн, ненько, качча кайни мӗне пӗлтернине ӑнлантарса парасчӗ вӗсене, хӑйсен шӑммисене хуҫма ан васкаччӑр вӗсем… Вӑл нихҫан та шӑхличӗ калакана хӑй тӗллӗн чарса лартман, лешӗ хӑй чарӑнса пӗр икӗ-виҫӗ минут шӑпах тӑнӑ хыҫҫӑн тин вара ача чӗринче вӑл тӗлӗнсе савӑнни вырӑнне татах итлес килнипе ӑшталанни палӑрнӑ. — Мӗнле апла? Ӑҫта-ши халь Гриша Гвоздевпа ватӑ Степан Иванович? Кам мӗне юратать? Ун ҫинчен хаҫатра ҫырма пуҫларӗҫ — ку уншӑн ҫӗнӗ япала ӗнтӗ; темиҫе хут та вуласа тухрӗ вӑл ҫак йӗркесене. Том ӑнланмӑш пулать: — Ну, ытла та тӗлӗнмелле ку япала. Хӑйӗн музыкипе ҫапла чунтан хавхаланса, чӗтренсе янӑракан кӗввипе киленсе выртрӗ витере ҫав каҫхине Иохим. Хӗрача хунарне сӳнтерчӗ те пӗр пӗчӗк пукан ҫине ларчӗ. Сылтӑм аллипе вӑл сӑпка сиктерет, сулахай аллипе хӑйӑ вӗҫертет. Нумай пулать-и-ха вӑл постоялӑй дворта, ывӑлне кӗтсе ҫавӑн пекех шухӑша кайса ларни? Ҫапла пӗр-икӗ сехет кайнӑ пулӗ-и, сисмен те, Пугачев аллинчи кӳршӗ крепӑҫе пырса кӗнӗ. — Упӑшку ӑҫта та пулин кайса килчӗ-и, ҫук-и? Пурӑнаймастпӑр! — Ӑсатрӑн-и? Эсир закон йӗркисене пӑснине хирӗҫ тӑратӑр, эпӗ ҫавна ӑнланатӑп, тата сирӗн кӑмӑлӑра хисеплетӗп, анчах ку ҫав тери пысӑк ӗҫ вӗт, ҫавӑнпа та ӑна яланхи пек мар, хӑйне уйрӑм майсемпе хӑвӑрт татса памалла. Кашкӑр ҫӳлте, ту ҫине уларӗ, кӑштах тӑрсан, ҫав уланӑ сасӑ ҫынсем патнелле ҫывхарнӑн туйӑнчӗ. Аякра ту тӑррисен каҫхи шурӑм пуҫ ҫутипе исленнӗ юрлӑ конусӗ тӑсӑлать. Олеся кулса илчӗ. Малтан вӑл инҫех те мар ҫисе ҫӳрекен лаши тулхӑркаланине, йӗвен ҫӑварлӑхне чӑнкӑртаттарса урисене иле-иле пуснине илтрӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ: мӗн пулсан та пулать, тесе шутларӑм та, нимӗн те ӗҫлеме пӗлмен, пӗтӗмпех хатӗрри ҫинче пурӑнма вӗреннӗскер, кӗсьере пӗр пус укҫасӑр, испанла пӗр сӑмах та пӗлмесӗр Кӑнтӑр Америкӑна тарса кайрӑм. — Ия. Фома ҫав вӑхӑтра хуларан тӑватҫӗр ҫухрӑмра, Атӑл хӗрринче, пӗр ялти пӳртре пулнӑ. — Мӗншӗн-ха вӑрҫӑ? Синто-Монтрере (Корсика) ҫуралса ӳснӗ Бастьен Матра йӑнӑш тума пултараймасть, тесе шухӑшлать тетӗр-им эсир ӑна? Ҫук, ӗҫ унта мар. Ну-ну, ан ятлӑр, манӑн чунӑм! — Ҫылӑхна каҫарттартӑн-и, ачам? — шанмасӑр ыйтрӗ ашшӗ. — Ҫапла, кирлӗ. — Ытлашшипех аппалантӑмӑр эпир йӗрӗнчӗк металпа. Манӑн чӗре вар-хырӑмалла анса кайса, пыршӑсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑнах туйӑнчӗ, маис пашалӑвӗн татӑкӗ те пыра урлӑ ларчӗ; эпӗ ӳсӗрме тытӑнтӑм, татӑк каялла пӗрхӗнсе тухрӗ, вара сӗтел урлӑ ыткӑнса пӗр ачин куҫне лекрӗ, ачи вӑлта ҫинчи ӑман евӗр авкаланса илчӗ те пырӗ ҫурӑласла кӑшкӑрса ячӗ; Ҫак ҫӗнтерӳллӗ ушкӑн ялавсемпе те вӑрҫӑра ҫаратнӑ пурлӑхпа пӗтӗм урам тӑршшӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тенӗ пек тӑсӑлчӗ, ушкӑнран кашни ҫын хӑй мӗн чухлӗ йӑтма пултарнӑ таран ҫаратса ҫӗкленӗ, ҫӗклейменнине вара ураписем ҫине тиенӗ. Пӗр минута та сая яма юрамасть, кая юлӑпӑр. Юрать! — терӗҫ темиҫе сасӑ. Гимнастёрка кӗсйинчен документ кӑлармалла пулчӗ, Хӗрлӗ питлӗ, ҫӑлтӑрлӑ командир кӗнеки ачасене калама ҫук савӑнтарчӗ. — Ҫап, тетӗп! — кӑшкӑрчӗ становой, арҫынна ӗнсинчен тӗртсе. Пӗлни кӑна кирлӗ, кашнин патнех уйрӑм майсемпе пырас пулать. Климкана, хӗрлӗ шуйттана, паянах ҫавӑрса илетӗп. Ӑна улпут килӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ ҫын тесе калама юрамасть… вӑл пурне те курса пӑхнӑ… Мӗнпур вӑйпала чӑрмава ҫапса антарас чух ӑсли шайласа тӑрать: мӗн тухӗ-ши капла? Вӑл ӗнтӗ ирсерен хӑйӗн гимнастикине тума пултараймарӗ. Тата нумайччен ыратать-и-ха? Ҫӗмӗрсе тӑкнӑ батальон представителӗсем нимӗн калама аптӑраса, ура ҫинчен ура ҫине пускаласа тӑраҫҫӗ, вӗсем тӳрре тухма та хӑтланмаҫҫӗ. Паян эп леш хайхи, хамӑр патри командирпа калаҫса пӑхрӑм, ун хыҫҫӑн вара хамӑрӑн салтаксем ҫине пӑхса илтӗм, пӑхса илтӗм те, темӗскерле, чун ыратнӑ пек пулса кайрӗ. Патшана вӗлерекенсем — халӑха ирӗке кӑларакансем. Хӳме патне ҫитсен, мантикора умӗнче каюра шӑтӑкӗн сарлака ҫӑварӗ курӑнса кайрӗ. Темшӗн тарӑхнӑскер, вӑл инспекторӑн кӗске рапортне итлерӗ. Хӑйсем нумая ӗмӗтленеҫҫӗ, анчах чи кирли ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. Эпӗ татах мӗн те пулин каланӑ пулӑттӑм-и тен, анчах ҫав вӑхӑтра алӑк шалтлатрӗ те кӑвак фрак тӑхӑннӑ профессор, урисене шаклаттарса пынӑ май пуҫ тая-тая, васкаса кафедра патнелле утрӗ. Каҫпа, эхер хӑнасем ҫук пулсан, сулхӑн галерейӑра чей ӗҫсен тата аттепе пӗрле хуҫалӑха пӑхса ҫаврӑнсан, эпӗ хамӑн ӗлӗкхи вырӑна, Вольтер кресли ҫине, выртатӑп та, Катенька е Любочка музыка каланине итленӗ май, вулатӑп тата ӗлӗкхиллех ӗмӗтсемпе йӑпанатӑп. — Асамҫӑ! — кӗскен тавӑрчӗ Лукашка. Шотланди, Думбартон графстви, Люсс, Малькольм-Кэстль. — Но-но! — Нагульнов чышкипе шаккама тытӑнчӗ. Курпун киле чупса каясшӑн пулчӗ, анчах ашшӗ ӑна хулпуҫҫинчен хытӑ тытса тӑчӗ, хӑй, пуҫне чалӑштарса, урисемпе хӑйӑра сӑтӑркаларӗ те, рабочисем ҫилленсе кӑшкӑрашнӑ пирки аран илтӗнекен хӑйӑлтатнӑ тата кӑштӑртатнӑ сасса уйӑрса илмесӗр, итлесе тӑнӑ пек пулчӗ. Куҫ хупаххине уҫма виҫҫӗмӗш хут тытӑнса пӑхать. Мӗн пур-ха кунта лайӑххи? — Ак эп… ҫутам-ха… — тытӑнчӑклӑн сас панӑ Фома, анчах хӑй, каллех диван ҫине ларса, кӗтесселле лӑпчӑннӑ. Рота командирӗ, килӗр-ха ман пата. Сирӗн тарҫӑ пур, унпа эсир ҫирӗм ҫул пурӑнатӑр ӗнтӗ, ӑна эсир хӑнӑхса ҫитнӗ, вӑл сирӗншӗн савӑнсах тӑрӑшать, мӗншӗн тесен кӑнтӑрла тӑраничченех ҫывӑрать тата хӑй ӗҫшӗн шалу илет, анчах арӑму ӑна сире пӑхма чарать. Анчах халӗ мана эпӗ ҫапла ӑнлантарса пани тӗрӗс мар пек туйӑнать. — Анчах курӑк ҫав тери ешӗрнӗ пулсан, — тесе асӑрхаттарчӗ Владимир, — унта ишме те май килмест пуль. — Истори енӗпе илсен интереслӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, эпӗ хам сӑмаха аран-аран пӗтеркелесен. Мӗнле ӑнӑҫсӑр япала! — Манӑн револьверсем пур, — терӗ Гленарван. — Кӳр-ха, пӑхам. Аэлита ун еннелле хавхаллӑн ҫаврӑнчӗ те — ҫав самантрах шара куҫарчӗ. Ҫутҫанталӑк кунта, геометрие лайӑх вӗреннӗ ҫын пекех, алла угломер, циркуль, отвес тытса ӗҫленӗ пекех, ӗҫленӗ пулас. — Сирӗншӗн часах илемлӗ кун ҫитӗ… — Ӗҫе пӑтратса пӗтерчӗҫ те, ман халь вӗсене округа ярас пулать. Унтан:— Капитан, эпир тинӗс пехотине ҫыран хӗррине антаратпӑр-и? — тесе ыйтрӗ. А? Пуху ӗнтӗ тӑватӑ сехет ытла пырать. Онбаши ӑнсӑртран ҫеҫ ун еннелле ҫаврӑнса йӗрӗнсе пӑхрӗ. Ҫынсем пӗрне-пӗри карланкӑран тытаҫҫӗ; йывӑррӑн сывлани, хӑрӑлтатни, шӑл шатӑртаттарни, ылханни илтӗнет. Ҫӗрле, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса, ыйӑха путнӑ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресси те час-часах пулкалать (пӗр алӑкӗ те чӗриклетес ҫук, тӑпсисене юриех хур ҫӑвӗпе лайӑх сӗрсе лартнӑ). Вӗсене, ҫӑв вакӑрсене, ҫӑмӑллӑн туянман эпӗ! — А-а! Емнастика упражненийӗсене тӑвасшӑн мар! — ахӑрса ячӗ унтер-офицер. Мганнга малтан читока йӗри-тавра темле чаплӑ ташӑ ташласа ҫаврӑнчӗ, ун пиҫиххинчен ҫакнӑ хӑнкӑрмасем янӑрарӗҫ. Вара эс ҫавӑнтан кайран та Турци пӗтессе шанмастӑп тесен, сана урӑх нимӗн те каламӑп — нушалан ху шухӑшупах!.. — Кам? — Ҫапла вара, синьор, эсир пирӗн сатирӑллӑ памфлетсем е сатирӑллӑ хаҫат кӑларас пулать, тесе шухӑшлатӑр-и? — Юлташсем ман пата заводран ярса пачӗҫ… Темиҫе ҫӗр ҫул каялла акӑ мӗн пулса иртнӗ. — Алексей Иванович, ухмаха персе тӑма чарӑнсам… — Вӑл вилчӗ. Килте тахҫанах ӗнтӗ хуҫа урин мӑнаҫлӑ сасси илтӗнсе тӑрать, вӑл ҫын пулнӑ, ватӑла та пуҫланӑ, анчах амӑшӗшӗн вӑл ҫав-ҫавах Яшук-ха, вӑл ӑна — пӗчӗкскерне, шурӑ ҫӳҫлӗ, шухӑ ачана, час-часах тӗлӗкре курать… Арсенал патне — пурте ман хыҫҫӑн! Пасар вырӑнӗ вара самаях салху сӑнлӑ: ҫӗвӗҫӗ пӳрчӗ урамалла ум енӗпе мар, хӑрах кӗтессипе тухса ларнӑ; ӑна хирӗҫ икӗ чӳречеллӗ темле чул ҫурта вунпиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ хӑпартаҫҫӗ; пӑртак аяккарах тӗксӗм сӑрӑпа пылчӑк тӗслӗ сӑрланӑ хӑма килкарти курӑнать, ӑна ытти картасем евӗрлӗрех городничий хӑй ҫамрӑк чухне, апат хыҫҫӑнах ҫывӑрма выртма тата каҫ пулас умӗн типӗтнӗ крыжовник ярса вӗретнӗ шыв ӗҫме хӑнӑхса ҫитиччен, туса лартнӑ. Король майри эпӗ сиввӗн ӑсатнине асӑрхарӗ те, фермер пӳлӗмрен тухса кайсанах, ҫакӑн сӑлтавӗ ҫинчен ыйтрӗ. Андрий пӗтӗм кӗлеткипе чӗтӗренсе илчӗ, сасартӑках шуралса кайрӗ; тепӗр чухне шкул ачи хӑйӗн юлташне тӗкӗнет те, юлташӗ вара ӑна куншӑн ҫамкаран линейкӑпа парать; лешӗ вут пек вӗриленсе урса кайса лавка хушшинчен сиксе тухать те хӑйӗн хӑраса ӳкнӗ юлташне тытса ҫурса пӑрахас пек хӑвалама тытӑнать, сасартӑк вӑл класа кӗрекен учитель ҫине пырса тӑрӑнать, унӑн мӗнпур урнӑ ҫилли ҫавӑнтах пӗтет, ҫапӑҫури тарӑхӑвӗ сӳнет. — Апла пулсан, мӗншӗн-ха эсир ӑна Равеннӑна куҫармастӑр? Власова умӗпе иртсе пынӑ чух Самойлов кула-кула ӑна пуҫӗпе сулчӗ те:— Сӗтӗрсе кайрӗҫ! — терӗ. Берсенев йӗрӗннипе айккинелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Эс унтан килтӗн, стена хыҫӗнчен… Анчах ӑна полкӑн штатӗнче мар, картла вылямалли сӗтел хушшинче ытларах тӗл пулкаланӑ. Унӑн пӗр ик-виҫ ӗҫ пулса иртнӗ пирки ун ҫинчен бреттёр ячӗ тухнӑ. Жандармсем пурне те пирӗнтен лайӑхрах пӗлсе тӑнӑ. О, эпӗ епле хирӗҫ тавӑрма пултарнине пӗтӗмпех туйса илтӗр! Сизов сӑмахсӑрах ҫынсене ҫул ҫинчен сирчӗ, вӗсем шӑппӑн аяккалла пӑрӑнса тӑчӗҫ, унтан, хӑйсене амӑшӗ хыҫҫӑн туртакан паллӑ мар вӑя пӑхӑнса, ун хыҫҫӑн васкамасӑр, ерипен ҫеҫ калаҫкаласа утрӗҫ. Вӗлерсен акӑ, пурӗпӗр никама та лекмест! Париж ҫыннисем пек пулма хистеймӗн ӗнтӗ вӗсене. Унӑн алли пӗрре анать, тепре хӑпарать, юрри фанфар сасси пек янӑрать: Пирӗн юрӑ, эсӗ юх ҫаврӑнса —Тӗнче ҫийӗн ялавӑмӑр вӗлкӗшет. — Калӑр-ха, — терӗ вӑл малалла, ман еннелле ҫаврӑнса… — ну, мӗн шутлатӑр эсир ун ҫинчен?.. — Акӑ сирӗн колхоз. Куратӑп: «Тата вӑл, турӑ сыхлатӑрах, ахаль казачкӑна качча илӗ те йӑлтах пӗтсе ларӗ», теҫҫӗ вӗсем ман пирки, чӑн-чӑнах та мана хӗрхенсе. Халӗ ӗнтӗ эсир мана юрататӑп тетӗр! — Кай, сана Хохол шырать, саншӑн шикленет вӑл. Ача чухне пуринчен те хӑраттӑм, — ӳсме пуҫласан, курайми пултӑм, хӑшӗсене намӑссӑр та ирсӗр пулнӑшӑн, теприсене — мӗншӗнне те пӗлместӗп, — ахалех, кураймастӑм! Пытарассине хӑвӑрт йӗркелесе, вӑл ҫакӑнпа хӑйӗн аслӑ прави ҫинчен пӗлтерчӗ. Казонде хуҫи пуласшӑн ҫунакан ытти ҫынсене, чи малтан Укусу патшине, айккине тӑратса хӑварма пултарчӗ. — Климов штурманпа пӗрле вунвиҫҫӗн кайнӑ. Кукамай ун ячӗпе карт сарса хучӗ, юмлама пуҫларӗ. Веткин хулпуҫҫийӗсене ҫӳлелле ҫӗклеттерсе хучӗ те тутисене йӗрӗнчӗклӗн хӗссе лартрӗ. Эпӗ хам мӑн тунине хам пӗлетӗп, анчах вӗсем мӗн тӑвасшӑн — вӑл маншӑн паллӑ мар. — Мӗнле ҫынпа? Вӑл Дубровник ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, ҫавӑнтах тӗнчери мӗнпур япаласем ҫинчен манса кайса, Далмаци ҫине уйрӑммӑнах ҫаврӑнса пӑхма кирли ҫинчен ӗнентерме пуҫларӗ. Кунта вӗренеймеҫҫӗ-шим вара вӗсем, Николай. Ҫавӑ ман кӑмӑла каймастчӗ тата мана хӑрататчӗ, эпӗ хуҫа хӑратса каланине асра тытаттӑм. — Эпӗ сире юрататӑп, — шӑппӑн каларӗ те Ромашов, чӗтӗрекен, хӑюсӑр пӳрнисемпе ун алли ҫумне ҫемҫен сӗртӗнчӗ. Полксене мӗнле тумалла? — Пӑх-ха, ку хӗрача ӑҫталла ҫапла ут-вӗттин чупать? — ыйтрӗ те Стайка, утнӑ ҫӗртен чарӑнса, ҫыранпа чупса пыракан хӗрача еннелле кӑтартрӗ. Пӗррехинче ҫав улпутсенчен пӗри — пирӗн пӗк ахаль ҫынсене мӗнле те пулин чӗнме те йывӑртарах вӗсене: ҫыруҫӑ тес, ҫыруҫӑсем мар; хайхи леш пирӗн ярмӑрккасенчи усламҫӑсем темелле ӗнтӗ. Темӗн те пӗр ыйтса пӗлсе, унтан та кунтан йӑкӑртса, вӑрласа тултараҫҫӗ те пуҫлаҫҫӗ вара кашни уйӑхрах, е эрнерех кирлӗ-кирлӗ мар, вак-тӗвек кӗнекесем пичетлесе кӑларма. Кӗнекисем букварьтен те хулӑм мар. Ҫав улпутсенчен пӗри ӗнтӗ Фома Григорьевичран шӑп ҫак халапа астарса ҫырса илнӗ те. Фома Григорьевич хӑй ун ҫинчен мансах кайнӑ. Инкек пулнӑранпа мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн вӑл майора янах айӗнчен тытса ҫӗклерӗ те сӑмса пулнӑ вырӑна пуҫ пӳрнипе вӑйлӑнах шаккарӗ, майор вара пуҫӗпе каялла стена ҫумне ҫапӑнчӗ. Вӑл-ши? Питӗ те кӳренӳллӗ вӑл, ытах та эс ҫынсемшӗн нимӗн интерессӗр пулсан!.. — Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ӗнтӗ хӑраса илме ӗлкӗрнӗ. — Эсир хӑвӑр пур ҫын та пӗр-пӗрин евӗрлӗ, вӗсене сӑнаса вӗренме те кирлӗ мар теттӗр пулин те, мана сахал пӗлнине куратӑп эпӗ. — Кумма, килӗр кунта! — Ах, мӗнле эсир чӑманатӑр, — тет хӗрарӑм ассӑн сывласа, ури ҫине тӑрса. Пичче, темле вагонра пурӑннӑ-мӗн, ҫав вагонпах фронта тухса кайнӑ. Приговора Пӑван ним чӗнмесӗр итлерӗ, вара айӑпланаканӑн юлашки сӑмах каламалли ирӗкпе усӑ курма сӗннине хирӗҫ Пӑван аллипе ҫеҫ сулчӗ. — «Фрегат Паллада» вуланӑ. — Вӑл, «Паллада» пит кичемле. «Апла пулсан акӑ сана!» — капӑрлатмалли фарфор, хрусталь япаласем урайне чӑл-пар сирпӗнсе анчӗҫ. Тата малалла кайсан, океан хумӗпе ахӑракан тӑвӑллӑ сивӗре ҫынсем пӗтӗмпех вилсе пӗтессе Магеллан хӑех ӑнланса илет. Мана тем пулсассӑн та, манӑн юлашки шухӑшӑм, юлашки кӗллӗм сан ҫинчен пулассине шан! Ҫак хевтесӗр середняка эпӗ ҫийӗнчех палласа илтӗм, ҫаплах хам ӗҫе те. Улпут майри мана «Эпӗ ҫулне пӗлетӗп» терӗ те мана пилӗк пус кӗмӗл пачӗ, ҫав тӗрлӗ ырӑскер пулчӗ вӑл… Кирила Петрович кун ҫинчен хӗре пӗлтерес маррипе килӗшнӗ, — анчах, вӑхӑта ирттерес мар, тепӗр куннех туй тӑвас, тесе пӗлтернӗ. Каланине тумасӑр хӑварма, ӑна вӑраха яма унӑн хӑват ҫитмест. Эпӗ яланах унран хӑраса пурӑннӑ — ытла хытӑ хӗнетчӗ вӑл мана. — Темле те. — Эпӗ унта пӗр лупашка тупнӑ. Малтан аннисем ыттисене ҫавӑнта кӗтсе тӑрӗҫ. — Тӑхӑр сехет. Полковник килчӗ те сире пит кирлӗ ӗҫпе курасшӑн. Вӑл халь Гейдельбергра, ҫутҫанталӑк наукисене мар, архитектурӑна вӗренет. Вӑл унта, хӑй каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ законсем те тупнӑ. Хурах мар-ши тесе, малтанласа сехрем хӑпнӑччӗ ман. Анчах сасартӑк ун урисем шӑлтӑрах кайрӗҫ. — Евгений Васильевич, каҫарӑр мана, эпӗ сире кунта учебниксем ҫинчен калаҫма чӗнмен. Вӑл ытларах та ытларах пӗччен юлма хӑнӑхса пычӗ, вара, вӗренӳрен пушӑ вӑхӑтсенче хӑй пӗччен уҫӑлса ҫӳреме кайсан, тӑванӗсем, унӑн пӗчченлӗхне пӑсас мар тесе, вӑл ҫӳренӗ еннелле нихҫан та каймастчӗҫ. Пирвайхи утӑмрах ӑна, шӑшие ещӗке хупса лартнӑ пек, хупса лартрӗҫ. Ку Сима Симаков пулчӗ. Санталине те, трусикне те, майкине те хывман-мӗн вӑл, ҫаплипех, тӳрех шыва сикнӗ. Эпир амаҫурипе чӑн-чӑнах туслӑ пулас-тӑк, ҫак сӑн юратнин паллисене кӑтартма ӳркеннине пӗлтеретчӗ; эхер эпир пӗрне-пӗри хисеплеми пулма; ӗлкернӗ пулсан, ку сӑн е мухтанӑ пек туса тӑрӑхланине, е юри тӑвассинчен йӗрӗннине, е хамӑрӑн чӑн-чӑн ҫыхӑнусене атте куҫӗ умӗнче пытарма тӑрӑшнине, ҫавӑн пекех тата ытти нумай туйӑмсемпе шухӑшсене пӗлтерме пултаратчӗ; халь вара ҫак сӑн, Авдотья Васильевнӑна питӗ килӗшрӗ пулин те, нимӗне те пӗлтермерӗ, пирӗн хушшӑмӑрта ҫыхӑнусем пачах ҫуккине кӑна пытарчӗ. Марта ӑна чӗрене витекен ҫыпӑҫуллӑ сӑмахсемпе тӑрӑхласа чарма пӗлет, ун пек тӑрӑхласа кулни те пулӑшмасан, вара ӗҫе Корчагин хутшӑнать. Ҫак самантра, таҫти тӗпсӗр тӗттӗм авӑртан татӑлса анса, тӳпере йӑлтӑр йӗр хӑварса, ҫап-ҫутӑ метеор иртсе кайрӗ, ун хыҫӗнчен юлнӑ вут хӳри ерипен те сисмесӗрех сӳнсе ларчӗ. Пурте пуҫӗсене каҫӑртрӗҫ. Ҫурма тӗттӗмре Половцев сасартӑк курах кайрӗ: хӗрарӑмӑн икӗ кӑкӑр хушшинчи путӑкӗ, тӗксӗм сарӑ ӳтлӗ хырӑмӗ питӗ хӑвӑрт тар тапса тухнипе йӑлтӑртатма пуҫланӑ. Тепӗр тесен, Сан-Фелисе асьендӑна кайнӑ чух пӗчӗкҫӗ ушкӑна кирлӗ апат-ҫимӗҫ анчах илмеллеччӗ, урӑхла каласан, пӗр вунӑ-вуникӗ купа. Вӑл хӑвӑртрах ашшӗ патне таврӑнасшӑн пулчӗ. — Чӑн та, унтан ҫывӑхрах, — тет казаксенчен пӗри, тарланӑ лаша утланнӑ тата тусанпа витӗннӗскер. Ермолай шӑппӑн юрлама тытӑнчӗ: Савни патне ҫӳресе, — Атӑ тухрӗ ҫӗтӗлсе… — Урӑх ҫынна пама… Ку таранччен те ун тӑнран кайнисем пулкаланӑ; анчах нихӑҫан та вӗсем кун пек вӑйлӑ пулса вӑраха пыман. Ҫур сехет пек утаҫҫӗ. Эпӗ вӑл хута паянах ҫыратӑп, Людмила ӑна хӑвӑртах пичетлет… Манӑн ҫаксем ҫинчен ытла та пӗлессӗм килет. Пичче мана темӗн чухлӗ чарса тӑма тӑрӑшни те ахалех пулчӗ. — Ку пӗтнӗ, — терӗ вӑл, картузне хывса. Уэлдон миссис ним туйми ҫывӑракан Джек ҫумӗнче тӗлӗрсе ларчӗ. Ҫиес килет-и? Джордано Бруно 1548 ҫулта Италири Нола ятлӑ пӗчӗк хулара ҫуралнӑ. (Зинаида уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ та таврӑнманччӗ-ха, княгиньӑн ҫарӑлти сасси мезонинра илтӗнетчӗ; вӑл хӑйӗн горничнӑйӗпе ятлаҫатчӗ). — Ҫамрӑк чухне халь сирӗн вӗренесчӗ, ӗҫлесчӗ, а эсир — мӗн тӑватӑр? Ҫак асап улт-ҫич минута пычӗ, маншӑн ку тата ытларах тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ. Ытти чухӑнсен мӗн пур? Халӑха хӑй ҫине пӑхтарма тата пурте пӗлме кирлӗ япала ҫинчен каласа пама пултарайманнине кӑтартса, вӑл именчӗклӗн кулкалать, аллисене саркалать. Ют ҫынсене кунта начар йышӑнаҫҫӗ. Шыв айӗпе ҫӳрекен кимӗ экипажӗнчи пӗртанлӑх пекки урӑх ниҫта та ҫук. Вӗсем е пурте вилеҫҫӗ, е пурте ҫӗнтереҫҫӗ. Джим тата ҫав тери савӑнӑҫлӑн ҫапла каласа хучӗ: — Вӑл тек нихҫан та таврӑнмасть, Гек! Ачисем пур-и ун? Эпӗ лаша ури сассине илтетӗп. Епле вӗлерни ҫинчен калама тапратсанах, пӗтӗм ҫын хумханасси вӗҫне-хӗрринех ҫитсе тӑчӗ. Хаяррӑн та ҫиленсе ӗҫлет — пурне те манӑн Катя хӑвӑртрах вилтӗр тесе тӑвать вӑл. Паганель, унӑн географиллӗ пӗлӗвӗсем пирки майор иккӗленсе вӗсем ҫинчен куҫкӗретӗнех каланине кура хумханса кайнӑскер, хӑйӗн ҫилли тулса ҫите пуҫланине туйрӗ. Эсир… ав ҫаплах… тус-йышла мар пӑхатӑр ман ҫине.. «Ҫук, эсир юлӑр», кӑшкӑрнӑ халӑх хушшинчен: «Эпир кошевоя ҫеҫ кӑларасшӑнччӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӗрарӑм, а пирӗн кошевоя чӑн-чӑн ҫынна лартмалла!» — Манӑн хуҫалӑхӑм пӗчӗк, хусах ҫын хуҫалӑхӗ… — Ҫапла, — терӗ вӑл, шухӑша кайса, — вӑл качча кайнӑ та кунтан тухса кайма хатӗрленет. Ҫапла вара, «Пилигрим» типҫӗртен икӗ пин миля инҫӗшӗнче. Тӗссӗрленнӗ тӗклӗ те куҫсӑрланма пуҫланӑ попугайсем хӑйсен сӑмсисене шарманкӑсем ҫинче тасатаҫҫӗ тата вӑхӑтран-вӑхӑта, ӗҫке ернӗ ҫынсем пек, пысӑк пӗлтерӗшлӗн ӳсӗркелесе илеҫҫӗ. Тархасшӑн, ан хӑра, савнӑ тусӑм: эпӗ хама самаях лайӑх туятӑп, Иван Васильич чармасан, ыран ура ҫине тӑма шутлатӑп. Чӑнах-и? — Хӑнасем хушшинче хӗрарӑмсем ҫук-им? — ыйтрӗ Малевский. Малтанхи майпах Дик Сэнд стенана иккӗмӗш хут, малтанхинчен пӗр фут ҫӳлерехре шӑтарма пуҫӑнчӗ. Вӑл Мориса хӑваласа ҫитнӗ те, вӗсем килӗштернӗ пулӗ. Вӑл тӗлӗнсе, пырӗ патнелле темле чӑмӑркка капланса хӑпарнине, куҫ умӗнче приборсем пӑтравлӑн курӑнма пуҫланине туйрӗ. Анчах кусене ӑҫта кӗтмелле? Пур ҫӗрте те чылаях пысӑк хуласем ҫитӗннӗ. — Чавӑр, чавӑр, ачасем, — терӗ Сильвер, сиввӗн кулса. Уйрӑм хуҫалӑхри йӑласенчен ниепле те хӑпаймасть халӑх. — Эпӗ «Дункан» хунарне куратӑп. — Капитанӗ эпӗ хамах пулнӑ. — Эпӗ вӑл ӑна ӳкерсе хӑварнӑ тесе каламастӑп та. Каҫ тӗттӗмлӗхӗ часах ҫаралса ҫитрӗ, вара хӗвелтухӑҫӗнче курӑнакан ҫӗрпе хӗвеланӑҫенчи карап вуҫех курӑнми пулчӗҫ. «Ну, давай чышкӑлла!» терӗ Тарас Бульба, ҫаннисене тавӑрса: «курам эпӗ, мӗнле кӗрӗшме пултаратӑн эсӗ чышкӑлла!» Нагульнов пуҫне ҫӗклерӗ, Андрей ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ. — Унта дикарьсем пурӑнаҫҫӗ пулмалла, — терӗ Паганель. — Мӗнле шухӑшсем енчен? Ҫакна тунӑ вӑхӑтра хам темле хӑрушӑ та нихҫан туман ӗҫ тунине туйсах тӑтӑм, чиксен кайран мӗн пулассине те ӑнлантӑм. Хӑш чухне, пӑчӑ каҫсенче, ҫак ҫынсем Казанка шывӗ урлӑ улӑха каҫса ҫӳҫе-хӑва тӗмӗсем хушшине вырнаҫатчӗҫ, вара унта ӗҫетчӗҫ, ҫиетчӗҫ, хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫатчӗҫ, анчах нимрен ытларах — пурӑнӑҫ кӑткӑс япала пулни ҫинчен, ҫынсем хушшинчи ӗҫсем питех те пӑтравлӑ пулни ҫинчен, пуринчен те нумайрах хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫатчӗҫ. «Артём пӗтӗмпех пӗлет, — шухӑшларӗ Павка, — Артём вӑрҫма та, хӗнеме те пултарать». Полк умӗнче, ӑҫта-тӑр аякра, хӗҫ сывлӑшра ҫиҫкӗнсе илчӗ те аялалла ӳсӑнчӗ. — Грушницкий малти ретре лорнетпа ларать. Фокусник хӑйне сӑмса тутри сехет, ҫӗрӗ тата урӑх мӗнле те пулин япала кирлӗ пулсанах пӗрмай унран ыйтать. Гогоель бульварӗнче хӑйсен хулӑн туйисем ҫине таяннӑ стариксем мирлӗ сӑн-сӑпатӑнах лараҫҫӗ, вӑрҫӑ тахҫан-тӑхҫан пулса иртнӗ тейӗн ҫав. Пӗр мачча айӗнче эпир чылай пӗрле пурӑннӑ та ӗнтӗ, кампа пӗрле пурӑнма тӳрӗ килмен иккен мана?.. — Тархасшӑн, турӑшӑн тӑрӑр! Половцев мӑшкӑларах кулса илнӗ: — Тӑшмана аркатма — ун хӗҫ-пӑшалне пӗлмелле… Вӑл йӑпӑлкка пулӑ пекех яка. Вӑл ҫак тирпейсӗр, васкаса ҫырнӑ хут таткисен хӑватлӑ вӑйне, вӗсем фронтра тепӗр чух эмелсемпе сухарисенчен те хаклӑрах пулнине питӗ лайӑх пӗлнӗ. Анчах Комиссар ҫакӑн пек тунине Алексей нимӗн те пӗлмен. — Мӗнле ҫырусем илетӗр вара эсир? Чӑнах та ӗнтӗ, Молукск утравӗсемпе Филипписем хушшинчи ҫул ҫинче ҫанталӑк вӑйӗсемпе пулса тӑнӑ питӗ чаплӑ гавань, Суэцк каналне чавса тухни Индие Добрая Надежда сӑмсахӗсене ҫавӑрӑнса каймалли тинӗс ҫулне пушатса хӑварнӑ хыҫҫӑн, питӗ нумай судносене хӑй патне илӗртмелле. — Мӗскершӗн чӗннӗ ӑна кунта? — шӑппӑн пӑшӑлтатнӑ Резников… Анчах ман чун ҫав вӑхӑтра пурнӑҫпа, шанчӑксемпе тулса тӑнӑран, ку асаилӳ мана ҫуначӗсемпе кӑна сӗртӗнет те малалла вӗҫет. Эсӗ кометӑн хӳри Хӗвел ҫывӑхне ҫывхарнӑҫемӗн мӗнле ӳснине тата вӑл мӗнле яланах Хӗвеле кутӑн тӑнине куратӑн. — Эсӗ шута илнисем ҫине чиркӳ тӑрринчен суратӑп эпӗ! Ӑна ҫурҫӗр ҫыран хӗрринчи экспедици колонин командующийӗ Говэн алӑ пуснӑ. Халь ӗнтӗ вӑл Озерова шыраса тупрӗ те унӑн аллине хыттӑн тытса чӑмӑртарӗ, — тӗлӗнмелле рейд ӑнӑҫлӑ иртнӗ ятпа пӗр сӑмахсӑрах саламларӗ те — Озерова тӳрех повозка патӗнчен аяккалла ҫавӑтса кайрӗ. Ну, акӑ, питӗ те лайӑх. Динго пӗр-пӗр кӗтесре ҫывӑрчӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл унчченхи пек карап поварне вӗрмерӗ. Наган аврипе чӗн кантрине юри курӑнмалла ҫакрӗ. Кам та пулин юлман-и ҫуртра? — Темиҫе факт та. Вӑл питӗ ҫӳлте вӗҫекен кайӑк пулнӑ-мӗн. «Дункан» Глазгори пароходсен пристанне килсе ларнӑранпа вара вӑл мӗнпур ҫынсен хавасӗ пулса тӑма пӑрахмарӗ. Ун ҫине кашни кун ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе килсе кураҫҫӗ. Унтан ыррине эсӗ шухӑшласа та тупас ҫукчӗ». Пурте харӑс кӑшкӑрчӗҫ, ытла хытӑ шавланипе Титок пӳртӗнчи кантӑксем тӑр-тӑр-тӑр чӗтренсе, чӑнкӑртатса кӑна тӑчӗҫ. Эпӗ стена ҫумне лартӑм, ҫав вӑхӑтра шыв ман патӑмран икӗ футра кӑна кӗрлесе юхать. Ҫак ӗҫ хыҫҫӑнах пирӗн ушкӑна Иленька Грап хутшӑнчӗ, вара эпир кӑнтӑрлахи апатчен ҫӳле хӑпарсан, Сережа хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе, ҫирӗп кӑмӑллӑ пулнипе мана тепре тӗлӗнтерчӗ. Чиркӳсем чан ҫапни, ҫывӑракан хула ҫийӗнче янраса тӑрса, ирхи вӑхӑт ҫывхарни ҫинчен систереҫҫӗ. «Пурте мана: эсӗ юратса курман, теҫҫӗ. Йӗри-таврах киревсӗр ют ҫынсен пичӗсем. Лайӑх тӑн кӗртеп сана — сиссе те юлаймастӑн. Жозе-Антониу Алвишӑн тарҫисем вара тӑрӑшсах вӗсемпе тупӑшрӗҫ. Тоня ылттӑн ҫутӑ пайӑркисем ҫине пӑхса тӑрать. — Пирӗн туслӑх та ҫак хӗвел сӳннӗ пекех сӳнсе ларӗ-ши вара? — терӗ вӑл, чӗререн хурланса. Ачасемшӗн кулянать, пӗтӗм сӑнтан ӳкрӗ. Авалхи грексем ӑна нимфа вырӑнне хунӑ пулӗччӗҫ. Перетӗр-и эсӗр, ҫук-и?» — терӗм. Пӗчӗк Джек майӗпен чиртен сывалнӑ, Уэлдон миссис вара тинех ҫула тухма пултарнӑ. Шӑп ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ Оклендри порта «Пилигрим» пырса ҫитнӗ. Ӑшӑ та тӑрӑ шыв сулхӑнӗ хӑй патне илӗртет. Кусем Флинтӑн мулӗсем пулнӑ, вӗсемшӗн эпир ҫав тери вӑрӑм та ӗшентерекен ҫула ишсе тухрӑмӑр, вӗсемшӗн «Испаньола» экипажӗнчен вунҫичӗ ҫын пӗтрӗҫ. Мӗн чухлӗ этем пурнӑҫӗ, мӗн чухлӗ асаплӑх, мӗн чухлӗ юн хакне тӑнӑ ҫак пуянлӑхсем! Вӑл тӗрӗксен икӗ хурахне вӗлернӗ тени пур ҫынсен умӗнче те унӑн чысне ҫӳле ҫӗклерӗ. — Арӑм туянма вӑхӑт ҫук пулсан, ир ӗлкӗрекен хӑяр та ниҫтан кӗтмелли ҫук. Ҫӗр ҫӑтасшӗ, капла юрамасть!» — Жаркий, Митяй хӗллех Харькова кайрӗҫ. (Николай Петрович хӑйӗн сӑмахӗсене пӑтратнӑ.) — Эпир те чуптӑвар, сывӑ пул, Иван Кузмич. Роберта илсен, вӑл вара яхта ҫине лекес тесе тем тума та хатӗр. Вӑл нимӗнле ӗҫрен те хӑраман пулӗччӗ, ӑна ҫыран хӗррине ҫеҫ тӑрса юлмалла ан пултӑр. — Санӑн пиччӳсене хупӑрланмаллисемсӗр курма юрамасть, — кӑшкӑрчӗ ӑна атте, — акӑ вӗсем иккӗшӗ те сан ҫывӑхна пырса, алӑка шӑкӑртаттарӗҫ, кӑмӑлу тулать-и ҫакӑнпа? Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Сашенька ним чӗнмесӗр Егорӑн аллине чӑмӑртарӗ, унтан кухньӑна тухрӗ. Вӗсем хирӗҫме пуҫласанах, хытӑ утнипе хашкама пуҫланӑ, хӗрелсе кайнӑ Лена пӳлӗме чупса кӗмен пулсан, Воропаевпа Софья Ивановна хушшинчи туслӑх ҫав каҫах татӑлнӑ пулӗччӗ. Килет, тӗслӗхрен, ман пата ватӑ карчӑк. Анчах пурте ҫаратнипе пурӑнаҫҫӗ вӗт, пурте пӗр-пӗрне ӗмеҫҫӗ те кӑшлаҫҫӗ. Килӗшнӗ-и, килӗшмен-и? Ich nahm meinen Mantelsack und Beutel und sprang zum Fenster hinaus. Ich kam nach Ems; унта эпӗ Сазин енералпа паллашрӑм. Вӑл мана юратрӗ, посланник урлӑ паспорт тупрӗ те мана хӑйпе пӗрле Российӑна ачасене вӗрентме илсе килчӗ. Ашшӗ туйипе йывӑҫ вуллине ҫапрӗ, туйи хуҫӑлса кайрӗ — вӑл хуҫӑкӗпе ывӑлӗн урисем патнелле печӗ те, тешӗ симӗс ҫаврашкипе ҫӳлелле пулса, хӑнӑр ӑшне тӑрӑнса ларчӗ ҫав вӑхӑтрах Петр Артамонов юнаса илчӗ: — Нужниксем тасаттарӑп акӑ! Вӗсем ыттисене сехӗрлентерекен ҫав тери капмар вӗҫевҫӗ карапсем тӑваҫҫӗ. Тӗттӗмре, хӑшпӗр ҫӗрте, хӑй ҫутисем йӑлкӑшкалаҫҫӗ. — Господинсем мамуксене качча илеҫҫӗ-и вара? «Рот фронт!» Ҫапла ӗнтӗ, эпир тӑваттӑн пулатпӑр, тата «Дункан» ҫинчен пӗр виҫӗ матрос илӗпӗр. — Монсеньор, васкӑр, — терӗ вӑл. Ҫак салху кӗвве Максим Яценко киленсех итлет. — Тӑвӑл-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван Джон Мангльсран. — Эпӗ, пӗлместӗп, терӗм. Эпир вӗсене чӗркуҫлентеретпӗрех. — Тата пӗтӗм тӗнче масштабӗпех чӗркуҫлентерсе лартатпӑр! — каллех сӑмах хушрӗ Нагульнов. Пӗчӗк кӳме тата кантра тупнӑ Гро-Ален ҫак турата та пуринчен малтан асӑрхарӗ. Эпӗ кивӗ шинеле тӑхӑнтӑм та зонтик илтӗм, мӗншӗн тесен вӑйлӑ ҫумӑр ҫӑватчӗ. «Пан илтмен-и-ха, ара…» Анчах халь вӑл хӑй ҫиллине шӑнарса тӑма пултараймарӗ: — Эпир ӗмӗр-ӗмӗрех ҫан-ҫурӑма хуҫкалатпӑр! — терӗ вӑл, урлӑ та пирлӗ пӑхкаланӑ май, ҫиленчӗк куҫӗсене йӑлкӑштарса. Лиза ӑна хӑй ҫапла ҫӑмӑлттайланса хӑтланнӑшӑн ӳкӗнни ҫинчен, хальхинче вӑл панӑ сӑмаха тытас тесе ҫеҫ тухни ҫинчен, ҫак курнӑҫу юлашки пулма тивӗҫли ҫинчен, тата ҫакӑн пек нимӗн ырӑ кӑтартас ҫук паллашӑва пӗтерме кирли ҫинчен каласа панӑ. Кирен! Эпӗ эсӗ мӗн хӑтланнине пӗлместӗп тетӗн-и? Ҫӗр ҫинче океанпа усӑ курманни пит пысӑк ҫитменлӗх! Анчах хальхи астрономсем ӗнтӗ вӗсене чавса тунӑ каналсем тесе шутламаҫҫӗ. Кунта та пысӑк ҫуртри пекех, пӗр чӳречере те ҫутӑ курӑнмасть, хура кантӑксем ҫинче уйӑх ҫеҫ тикӗс мар вилӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатать. Туссем пур-и сирӗн? Анчах уншӑн пӑшӑрханма кирлӗ мар: спутниксем наукӑшӑн калама ҫук пысӑк усӑ кӳреҫҫӗ. — Ӑнланманнипе вӑл, — терӗ манах. — Ҫапла, ҫӳреҫҫӗ. Ҫӑкӑр икӗ кун урлӑ виҫҫӗмӗшӗнче параҫҫӗ, сахӑр, ҫу — эпӗ вӗсем ҫинчен маннӑ та, пирӗн те ачасем пур, пирӗн те… — Господин Паганель питӗ тӗрӗс калать, — тесе хучӗ Падди О'Мур. Эпӗ сире хамӑн бурмистрӑн ҫуртӗнче ҫӗр выртма сӗнме хӑяймастӑп, анчах та эпӗ сире пӗлетӗп: эсир тиркекен ҫын мар, Рябовӑра эсир утӑ сарайӗнче те ҫывӑрнӑ пулӑттӑр… — Пӗтӗмпех тӗрӗс. Ыйту ҫав тери пысӑк, ҫавӑнпа та эсир ун ҫинчен питех те тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. Ҫавӑн пек мӗкӗрнине итлесе ларнӑ чух эпӗ «Аван ӗҫе», кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑма Наталие, ҫавӑн пек пит кӳренмелле те ҫӑмӑллӑн пӗтсе ларнӑскере, тата ирсӗр элексем ӑшне пулнӑ Королева Маргона аса илтӗм, — манӑн ӗнтӗ аса илмеллисем пурччӗ… Кунти шукӑльсен ҫивчӗ сӑмахӗсем култармарӗҫ ӑна; чӑнкӑ сакӑлтак патӗнче тӑни те хӑратмарӗ, ҫав вӑхӑтрах ытти пикесем вара ҫухӑраҫҫӗ те куҫӗсене хупаҫҫӗ. — Пурӗпӗр, — мӑкӑртатса илчӗ ҫула кайма тухнӑ салтак, кӗпӗрленсе тӑракан урапа кустӑрмисем хушшипе утнӑ май; — каҫ тума, ман хамӑн та арбуз туянма тӳр килет пулӗ, ав мӗн калаҫаҫҫӗ ҫынсем. Пӗрре ҫапла, Атӑл ҫинче пӑр кайнӑ чух, Игнат хӑйӗн вӑтӑр пилӗк чалӑшлӑ ҫӗнӗ парӑшне капланса тӑракан пӑр чӑнкӑ ҫыран хӗррине хӗстерсе, епле ҫӗмӗрнине пӑхса тӑнӑ: — Ҫав кирлӗ ӑна!.. Ытти вырӑнсенче те ҫапла-ши вара?.. Вӑл йӑвашшӑн тата кӑмӑллӑн ӑнлантарса парать: — Санӑн шухӑшусем сиенлине вӑл пӗлтӗр, ҫавӑнпа калатӑп, вӑл сана вӗрентме кирлӗ; хуҫасӑр пуҫне, камӑн сана вӗрентмелле-ха? Пирӗн кашнийӗнех харпӑр хӑйӗн юратнӑ ачи пурччӗ — ҫапӑҫура усӑ курмалли ача. — Мӗнле шутлатӑр эсир, хӑрамалли ҫук вӗт? — шӑппӑн ыйтрӗ унран лесовод. Тепӗр чухне ҫав териех вӑйлӑ кисренӳсем пулаҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсене сулӑ тинӗс тӗпне анса ҫапӑннӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. — Ирхи апат хатӗр, — тесе пӗлтерчӗ Ольбинет, хӑлаҫланса. Ҫакӑн пеккине ытларах арҫынсен пуҫӗ ҫинче курма пулать. Ҫӗнӗ хваттерте пурте майлашнӑччӗ. — Ҫапла. Мӗскерӗн пӗлтерӗшне ӑнлантаратӑн эсӗ мана! — Жигалов генералӑн? Хм!.. Тен, чӑнах та, «чиперех» пулӗ, анчах та эпӗ «начар» пулӗ тесе шутларӑм. Вӑл вӗсене шартламари пек тӑкӑскӑн кӑларчӗ. — Танксем! Анчах клиникӑран кам патне кӑна шӑнкӑртаттармарӑм, никам та хирӗҫ сас памарӗ. Федя ашшӗнчен тӑрӑхласа йӗкӗлтемелли тапхӑрсене ахаль ирттерсе ямасть. «Мӗн, старик, хурланса кайрӑн-и?» Ҫӗнӗ открыти унӑн мӗнпур планӗсене пӗтерсе хучӗ. Кунта мӗнле те пулин чаплӑ санатори е палӑк туса лартӗҫ, вӑл вара катаранах курӑнӗ. Качча кайма эпӗ юрӑхлӑ мар, уксах хӗрарӑм вӑл ӗҫлеймест. — Мӗнле, авланнӑскер-и вӑл, сан улпуту? — ыйтрӗ вӑл. Патша хӑй хуралне Алвиша тытма хушрӗ, вара хирӗҫ тӑни хакла ларасса ӑнланса, чура сутуҫи лӑпланчӗ, ӑшӗнче Муана патшапа унӑн ҫывӑх ҫыннисен ухмахла ҫӑмӑл ӗненӗвне ылханчӗ. Сывӑ пул, савнӑ тусӑм, ман чир пирки те, ху выляса янишӗн те ан пӑшӑрхан, тархасшӑн; хӑвӑртрах ӗҫӳсене пӗтер те ачасемпе пӗрле ҫу каҫма пирӗн пата кил. — Куҫна уҫ та, мӗн пурӗ ҫине ҫаврӑнса пӑх — вара ҫак япала санӑн пуҫна хӑех кӗрет… Ҫакӑн хыҫҫӑн икӗ кун хушши вӑрлӑх кӳрсе паракансем пулмарӗҫ тесен те юрать. Аялта, айлӑм варринче, тухатса хунӑ ҫурт пӗччен ҫеҫ курӑнса ларать, ӑна уйӑх ҫути ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать. Урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр, карчӑк вӑрт ҫапӑнчӗ те килелле сулӑмлӑн утса кайрӗ, вӑл сӗтӗрекен Ҫӑрттан мучи, сайра-хутра туртӑнкаласа илсе, унпа юнашар вӗттӗн-вӗттӗн пусса чупать. Пирӗн идейӑна ӑнланакан художнике тупма пултарсан, эпир ҫав листоксене ӳкерчӗксемпе кӑларӑттӑмӑр. Кунта сире турӑ хӑех янӑ пулас… Ҫынсем хускалнипе шӑши куҫӗ пек лампа канӑҫсӑррӑн мӑч-мӑч выляма тытӑнчӗ. Вӗсем ҫук! Вӗсем тарнӑ, шӑвӑннӑ, ҫӗр ҫӑтмансем! Ҫак ылханлӑ башньӑн стенисене шӑтӑксем туса пӗтернӗ. Ытах та ҫавӑ ырӑ тӑвакансем — епле хӑйсем, этемӗн ӳтне упраса, унӑн чунне мӗн чухлӗ вӗлернине хисепе илме пултарсассӑнччӗ! — Кунта акӑ мӗнле япала, манӑн хаклӑ… стрелок! Тигр тирӗсенчен тунӑ вырӑн ҫинче йӑлт ҫарамасланнӑ Суламифь выртнӑ, патша вара, ун ури патне урайне ларнӑскер, хӑйӗн изумруд куркине Мареотисран кӳртернӗ ылтӑн тӗслӗ эрехе иле-иле тултарнӑ та, пӗтӗм чӗрипе хӑпартланса, хӑй варлийӗн сывлӑхӗшӗн ӗҫнӗ тата ӑна ӗлӗкхи тӗлӗнмелле ӑслӑ халлапсем кала-кала кӑтартнӑ. — Бэла вилчӗ-и вара? Палуба ҫинче ҫуйхануллӑн пӑшӑлтатнӑ: — Яфимка! — Эпир те ӑсатма пыратпӑр! Юлашкинчен вӗсем шӑпланчӗҫ, ахӑртнех, ларчӗҫ пулмалла, мӗншӗн тесен кайӑксем майӗпен лӑпланса калла анса ларчӗҫ. Вӗсем тӗрлӗрен сӳтсе-явма, сӑмах ҫӳретме пит пысӑк май панӑ. Ҫапах та, чи хӗрӳ тавлашусем Генри Пойндекстере вӗлернӗ тесе айӑпланакан мустангер айӑплӑ-ши е айӑплӑ мар-ши текен ыйту тавра пынӑ. Акӑ вӑл рельсӑсем урлӑ каҫрӗ. Оля, сирӗн аҫу командир-и? — Изота вӗлернӗ. Корытов ӑна чӳречерен пӑхса тата аллипе тӑнлавне сӑтӑра-сӑтӑра итлерӗ. Анчах эпӗ хам паллакан кӗҫҫепе витнӗ алӑка ик-виҫ хут та шаккарӑм. Эпӗ ӑна картишӗнче хӑваласа ҫитрӗм. Авӑ мӗн чухлӗ? Вӑл кӑмака хыҫӗнчи шӑтӑкра тӑрать, чышкисемпе пӗҫҫине тӗревленӗ те пӗтӗмпех малалла ӳпӗннӗ, хӑй вара пасарта улталаннӑ усламҫӑ янлавӗпе пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрать: — Ухмах! Унтан Соколов ҫуртне ҫитмешкӗн тата инҫерехчӗ-ха, ҫавна пула хӗрачан ҫулӗ ытла та ҫаврӑнӑҫрах пулчӗ. Вӑл чӑнах та нумай асап тӳснӗ: ӗмӗр тӑршшӗпе кама тӗл пулать, ҫавӑнпа асапланать… Эпӗ пӗрремӗш ҫурта кӗтӗм, ҫенӗх алӑкне уҫрӑм та хуҫисене чӗнсе илтӗм, — анчах мана хирӗҫ никам та сасӑ памарӗ. — Фелим О'Нил ӑна ӑҫтан пӗлме пултарать? Ку вӑйӑ хамӑр нумаях пулмасть вуланӑ «Robinson Suisse» сценисене туса кӑтартассинчен тӑрать. Укҫуна эсӗ мана ыранччен илсе килсе пар, кирлӗ вӑл мана. Каҫхи вӑхӑт е тӗрӗсрех каласан, пирӗн куҫсем хупӑна пуҫлакан вӑхӑт ҫитрӗ, мӗншӗн тесен ку океанра ҫӗрле пулмасть, пӗртте сӳнмен ҫутӑ яланах пирӗн куҫа ывӑнтарать, эпир поляр тинӗсӗнчи хӗвел ҫутти пайӑркисем айӗнче ишсе пыратпӑр тесе те калӑн. Марина, манпа юнашар ларса, юриех ҫав тери ачашшӑн калаҫса хӑналарӗ, сывӑ куҫӗпе ман ҫине тек-текех пӑха-пӑха илчӗ, унӑн упӑшки вара мана ӗнентерме тӑрӑшрӗ: — Ҫав куҫа курӑнман ҫип вӑл — ҫынсен чӗрисенче, шӑммисенче; пӗтер-ха эсӗ ӑна, туртса кӑлар? — Вӑл ҫыннӑн сасси питӗ илемлӗ! Хама ӗшеннӗ пек туйрӑм та эпӗ салтӑнмасӑрах кравать ҫине выртрӑм. Фигурӑсене улӑштарма юратмастӑп, Анчах — пӗтӗм вӑйя пӑтраштарӑттӑм. — Сирӗнпе кунта тӗл пуласса кӗтменччӗ эпӗ, Опанас Иванович. Машинӑсен катмар пайӗсене симӗспе сӑрланӑ, тахӑшӗ тата кустӑрма шӑлӗсем ҫине те тӑрӑшса илемлӗ сарӑ стрелкӑсем туса тухнӑ. Ҫур сехете яхӑн кӗтрӗмӗр, тупӑкне ҫаплах илсе тухмарӗҫ-ха. Ҫапла, ку вӑл ҫавӑн пек, ан тӗлӗн: эпӗ те, эсӗ те, Ҫӗр ҫинчи ытти мӗнпур япаласем те — пурте Хӗвел тавра секундра 30 км хӑвӑртлӑхпа ҫаврӑнатпӑр, пӗр сехетре 100 пин км куҫатпӑр. Хамӑр ҫеҫ эпир ӑна асӑрхаймастпӑр. Яланлӑхах астуса юл: ҫӳлте каланӑ мӗнпур хӑвӑртлӑхсене — пӗрремӗш космически хӑвӑртлӑха та, иккӗмӗшне те, ракетӑн Уйӑх ҫывӑхӗнчи хӑвӑртлӑхне те — пурне те Ҫӗр центрӗпе шайлаштарса каланӑ. Хамӑр тӑван Ҫӗрпе эпир питӗ ҫирӗп ҫыхӑннӑ, ун ҫинчен пӑрахса каяс пулсан та, унӑн Хӗвелпе ҫыхӑннӑ хӑвӑртлӑхне ҫухатмастпӑр. Пуҫ чашкийӗ пит уҫҫӑн палӑрса тӑрать, ӳт-тир мар, ҫӳхе лак сийӗ кӑна витсе тӑрать тейӗн ӑна. Сасартӑк пӗр чанӑн калӑпӗ хаех тапранса кайрӗ, ҫӗкленчӗ, чиксе ӑсрӗ, вара, сывлӑшра чӳхенсе илчӗ те, каллех хӑй вырӑнне ҫитсе тӑчӗ. Вӑл хулара малтанхи ҫул пурӑннӑ вӑхӑтрах, губерни предводителӗпе — отставкӑри гварди штабс-ротмистрӗпе тата лаша завочӗ тытакан ҫӑкӑр-тӑварлӑ тарават хуҫапа кӑна мар, хӑйӗн чиновникӗсемпе те харкашса пӗтме ӗлкӗрнӗ. Кӑна тума питӗ хӑрушӑ пулӗччӗ, терӗ ӑна Джон, мӗншӗн тесен сулӑна «чӗрӗ ҫиппе кӑна ҫӗленӗ», ҫавӑнпа та вӑл нумайччен ишме пултараймасть. Часрах аяла анар та малалла мӗн тумаллине курӑпӑр. Чупнӑ хушӑрах кӗскен калаҫса илчӗҫ. Паллах, эпӗ тартӑм, атту пулсан — хӗнетчӗҫ. Эпир, разночинецсем, мӗнпур кӑмӑлтан ҫавсен ушкӑнӗсене хамӑрпа тултаратпӑр. — Суюк-сура Гирей-хана пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ Лукашка, ҫавӑн пек ҫынпа пӗлӗшлӗ пулнӑшӑн мухтанса пулас. Тата хушса хучӗ: — Унӑн шпорӗсем чӗтремен. — Ав мӗнле, — мӑкӑртатрӗ тухтӑр. Майорӑн пичӗ тарӑхнипе туртӑнса ларчӗ. Илтетӗр-и, командир? Ҫук, ҫук!.. Эпӗ… пултаратӑп… — Манӑн пытармалли нимӗн те ҫук. Артамонов светтуйсен ячӗсене ҫырнӑ кӗнекене илсе пӑхрӗ те ача пек хӗпӗртесе кайрӗ: — Илсе кай хӗрӳ патне! Сержант пӗр черкке мадера ӗҫрӗ те: «Мауер господин, эпӗ сире питӗ юрататӑп, хӗрхенетӗп, анчах эсир тыткӑнри ҫын, эпӗ Soldat» — терӗ. Хӗвел ҫӗр хыҫнелле ҫывхарса пырать. Каҫ чаршавӗ тӗксӗмленсе килет. Пӗрре вӑл ҫапла та каларӗ: — Пӑх-ха, епле тархаслать! — Юрӗ, юрӗ, капитан, — терӗ повар, хӑйӑр ҫине ларса. — Каярахпа ҫеҫ сире мана ура ҫине тӑратма алӑ пама тивет. — Каҫарӑр, господасем, — терӗ вӑл хӑнасене. — Самантлӑха эпӗ сире хӑвӑр тӗллӗнех хӑварам-ха. Вут-ҫулӑм, шыв — вӑхӑтра пултӑр, хурлӑха мар, ырлӑха! — Анчах ҫав ҫилех чухӑн хӗрарӑмӑн чашӑкра йӑтса пыракан ҫӑнӑхне вӗҫтерсе салатнӑ. Вӑл Таврически сад ҫывӑхӗнче пӗр ҫурт тара илнӗ, английски клуб членне ҫырӑннӑ пулнӑ, анчах та нумаях пурӑнман, сасартӑк вилсе выртнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Агафоклея Кузьминишна та часах вилсе кайнӑ. Вӑл столицӑри пурӑнӑҫа ниепле те хӑнӑхса ҫитеймен, ӑна отставкӑри пурӑнӑҫӑн кичемлӗхӗ кӑшласа янӑ. Алексей, пуҫне татса илесшӗн пулнӑ пек, ӑна пӗрмай аллисемпе тыта-тыта йынӑшрӗ. Разметнов сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Эпир вара хамӑра унӑн ячӗпе хисепленсе тӑмалла тӑвар. Анчах чи малтан вӗсене кашкӑр улани илтӗнсе кайрӗ. Халӗ вӑрманти ҫулӗсемпе ҫӳреме хӑрушӑ мар. Тата тепӗр тӗслӗ табу, выльӑхсемпе япаласем ҫине мар, этем ҫине хуракан табу пур. Тавӑрма юратакан жрец, мӗнле те пулин дикарьпа кӑмӑлсӑр пулсан, ун апачӗ ҫине те табу хума пултарӑть. Табу ҫине пырса тӗкӗнекен ҫынна вара яланах айӑплаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен тихисене ашкӑнса иртӗхтермеҫҫӗ, анчах вӗсене ӑс-тӑн енӗпе воспитани парса ҫитӗнтерес тӗлӗшпе мӗн кирлине пурне те тӑваҫҫӗ. — Ну, пурпӗр! Анчах мана сирӗн кулӑ кӑмӑла кайрӗ. Ҫӗре метеорсем ӳксе ҫапӑнасран ӑна ҫӑра атмосфера сыхлать. Вӗсен сӑнӗсем ӗшенчӗклӗ, анчах шухӑшӗсем хаваслӑ пулчӗҫ, ӗҫӗсем ҫинчен сӑмахланӑ чух ку ҫынсем хӑйсем пирки кӑмӑлсӑр пулнине пытармарӗҫ. Тата мӗн кирлӗ сире? — Эпӗ чееленме шутламастӑп та, — терӗ вӑл, — эпӗ ҫав ҫурта ҫӳретӗп. — Сана ҫав шухӑшсем ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫыруне темиҫе хутчен те вуласа тухнӑ, унтан, ассӑн сывласа илсе, юлашки йӗркисене тӗплӗн хуратса хунӑ. — Тавтапуҫ, унсӑрӑн пӗтӗмпех хуйӑха ӳкнӗччӗ, ачасене валли ҫимелли ҫук. Кашни ҫыншӑнах вӑл хӑҫан вилмеллине малтанах палӑртса хунӑ-и?.. — Телейлӗ… — терӗ те Лось чӗринче пӑр касӑкне туять, — ҫапла, эпӗ телейлӗ пулнӑ. Эпир вӗсене калӑпӑр: пиратра ҫӳренӗ чухне туртма вӗрентӗмӗр, тейӗпӗр, вӑт вара пире кӗвӗҫӗҫ. Ганс курӑнчӗ. — Каятӑн?! — хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ Гаврила. Чӗлхесӗрри, ӑна хӑй ҫине ҫаврӑнса пӑхтарас тесе, кӑшкӑрчӗ. — Кайӑпӑр, мучи, — терӗ вӑл хыттӑн та ачашлӑн. Ун умӗнче Колчо тӑра парать. Унӑн шухӑшӗпе ҫапла пулса тухатчӗ: ахаль ҫынсем ҫук, — ыйткалакансемпе улпутсемсӗр пуҫне — пурте ӗҫлекенсем. — Ав сирӗн артиллери тӑрать унта, ваше благородие, — терӗ вӑл сасартӑк. — Э-э, сӗтӗрӗнчӗк, таврӑнтӑн эппин? — терӗ вӑл кӑшт сивӗреххӗн, ҫапах та хӗпӗртесе. Анчах халичченхи Пидоркӑна палласа илме ҫук ӗнтӗ. Пӗчӗк ача мар. Хӑйӗн аллисем тӑр-тӑр туса чӗтреҫҫӗ. Анчах уксах хӑйӗн мӗнпур витӗмлӗхне ӗҫе кӳлнӗ те тепӗр икӗ-виҫӗ уйӑхран, ҫул пӑрнӑҫӗсенче кӑна ӑҫталла каймаллине калакан Иохимпа ҫумма-ҫуммӑн, ача чип-чиперех йӗнер ҫинче ларса юрттарса пыракан пулчӗ. — Ма вара? — вӑрт ҫаврӑнса пӑхса ыйтрӗ Марийка.. Анчах Мускаври ҫак асран кайми юлашки тӗлпулу ҫинчен манӑн каласа памаллах. Илемлӗ, тӑван куҫсем». Никита вӑрӑм пуппа юнашар ларать. — Эсӗ кама та пулин лектертӗн-и? — ыйтрӗ капитан. Ӑна пӑрахмалла, ҫӗмӗрмелле, алюмини лутӑрканчӑкӗ тумалла-и вара? Костьӑна курса тӳрех палласа илсен, Лозневой хӑй ҫинчи утияла сирсе пӑрахса, вырӑн ҫинчен тӑма тытӑнчӗ. Темскер аса илесшӗн пулнӑ пек аллаппипе куҫне, ҫамкине сӑтӑркаласа пӑхатчӗ. Унӑн сасси, тин ҫеҫ вӑйланма пуҫланӑскер, илтӗнми пулчӗ. Шурӑ пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхма пуҫларӗ. Йӗкӗт кӑкринче темскерле йывӑр туйӑм капланчӗ. Юлашкинчен, ман вӑй ҫинчен пит нумай тӗлӗнмелле сӑмахсем илтнӗскерсем, мана хамӑн ытла та пысӑк вӑя вӗсене мӗнре те пулин кӑтартма ыйтрӗҫ. Унтан вӑл шнура туртрӗ те — вулавӑшри ҫӳлти чӳречесем сенкер карӑпа хупланчӗҫ. Вӑл сӗтеле тенкел ҫумнелле куҫарчӗ, ҫутатмӑша пӑрчӗ. Кунта ятламалли ним те ҫук. — Ҫук, ҫук, аплах мар пулӗ? Эпир питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӳссе ирттертӗмӗр, пассат ҫилӗсем вӗрекен, талкӑшӗпе утмӑл лиг пулакан вырӑна лекес тесе эпир хӗвеланӑҫ еннелле пӑрӑнтӑмӑр. Эсӗ, ав, вӗсене ӗненетӗн… Ӑҫта пӑхнӑ унтах каскӑсем курӑнма пуҫларӗҫ. Пӗр эрнерен вӑл йӑлтах сывалать пулӗ тетӗп. Арина Власьевна питӗ ырӑ пулнӑ, хӑйне май пачах айван та пулман. Эпӗ юлашки кунсенче ҫилленнипе кӑшт пӑлхантӑм ҫеҫ. Анчах эпӗ хальхинче те пуринчен ытла юри чирленӗ пек тунӑ — ыйтӑр-ха полковникрен, вӑл сире каласа кӑтартӗ. — Капла епле пулса тӑчӗ-ха? Ҫак калава ман атте ҫӑвара карсах итленӗ, унтан: — Портрет халь сан пултару патӗнче-и? — тесе ыйтнӑ. Кунта ӗнтӗ палланӑ вырӑнсем. Мӗншӗн тесен, эпир ҫакӑн пирки шарламасӑр ирттерсе ярсан, колхозниксем пире те санпа пӗр шухӑшлӑ, ҫак ӗҫре сан пекех чӑтӑмсӑр, тесе шухӑшлама пултараҫҫӗ! Амӑшӗ ӑна Рыбин ҫинчен каласа парсан, вӑл кӑшкӑрнӑ пекех каласа хучӗ. Чаплӑ шухӑшчӗ ку, Негоро! Эп малалла ним те шутласа тупаймарӑм. Ҫылӑх каҫарттарни Ҫаксемпе тата ҫакӑн евӗрлӗ сапаланчӑк шухӑшсемпе эпӗ диванлӑ пӳлӗме таврӑнтӑм, унта пурте пухӑнса ҫитнӗ ӗнтӗ, манах ҫылӑх каҫартарасси умӗн кӗлтума хатӗрленет. Ахӑртнех, эпӗ пурин ҫинчен те доктора каласа панӑ пулӑттӑм тен, мӗншӗн тесен эпӗ капитан хӑйӗн сӑмахне пӑхмасӑрах, мана вӗлересси ҫинчен ҫав тери хӑраттӑм. Ирхине, ҫичӗ сехетре эпир Зелендин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ хӗрринче ларакан Корзер хулине пырса чарӑнтӑмӑр. Чӗнмесӗр тӑтӑмӑр. — Тӑмсай, унта гремучий газ сирпӗннӗ-ҫке — терӗ Катька тиркешсе, — Халех кайнӑ пул кунтан, милиционер килет акӑ — пӗррехинче вӑл килнӗччӗ-ха — сана тытса кайма пултарать вӑл, эпӗ хуть пурпӗрех тарса хӑтӑлӑп. — Ӑҫта шӑхӑраҫҫӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл. Мӗне кирлӗ сире ман ача пулни-пулманни? — тесе ыйтнӑ. Ӑна лапчӑтса ҫумӑр пек анакан чышкӑсен айне пытарса хунӑ. Денни пур енчен те, пур позицинчен те чышкӑланӑ: вӑл хӑй ӗҫӗн маҫтӑрӗ пулнӑ. Мӗн кирлӗ вӗсене пурне те, ӑнланса илейместӗп! — Тӗрӗс мар! Ҫав хушӑра плошадьре, каҫ пулнине пӗлтерсе, чан ҫапрӗҫ. Хӑрах аллине вӑл саламлӑн ун еннелле тӑснӑ, тепринпе хӑй патӗнчи пӗчӗк кресло ҫине тӗлленӗ, куҫӗсем савӑнӑҫлӑн кулкаланӑ. Вӗсем пачах урӑхла йышшисем-мӗн. Фронтовик тата питӗ маттурскер… кадет корпусӗнчен… Компас кӑтартни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗ вара… Мак-Набс Гленарвана йывӑр шухӑшсенчен уйӑрасшӑн пулчӗ. Пӗр хӗрарӑмӗ математикӑна ытларах пӗлнипе, тепри арфа калама пултарнипе нимӗнех те улшӑнмасть. Апла-иҫ вӑл Алексей Иваныч, аван хураҫи иккен вӑл, калама та ҫук!» — терӗ Акулина Памфиловна. Пӗрре, эпӗ Кремль стени ҫумӗнчи тенкел ҫинче ларнӑ чух, манпа юнашар Якку кукки ҫитсе тӑчӗ. Ҫак бутылкӑна уҫӑр-ха, кельнер! Татах калаҫас килнӗ пулсан та, вӗсем уйрӑлса кайрӗҫ. Малалла! — сассине вӑйлата-вӑйлата тата кашни ҫӗне сӑмах ҫаврӑнӑшнех приказ, команда пӗлтерӗшӗсене пара-пара, Воропаев, чупса тенӗ пекех, ҫынсене клубран тула, тӗттӗм урама илсе тухрӗ. Чека аллинчи хыпарсем тӑрӑх, ҫав ҫын шуррисен каварӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ пулнӑ. Анчах бриг вырӑнтан та тапранмарӗ. Эпӗ вӗсене кӗсъе туллиех пуҫтарса чикрӗм! Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй шӑпипе ҫак телейсӗр, куҫне те уҫма хӑяйман, асаплантарса ҫитернӗ пӗчӗк салтакӑн шӑпи яланхи кун темле ӑнланмалла маррӑн тӑванлашса ҫывӑхланнине тата ирсӗррӗн явӑнса ҫыхӑннине тертлӗн туйса илчӗ. — Ҫук, ҫук, мӗн эсӗ? — Тав сана, — терӗ Лукашка, амӑшӗнчен туллиех чихирь тултарнӑ чашкӑ тытса тата ӑна пӗшкӗртнӗ пуҫӗ патне асӑрханарах илсе пырса. Огарнов патӗнчен — парторганизаци секретарӗ патне. Эпӗ ку кӑмака отдушникӗ пулнине тавҫӑрса илетӗп. Эпӗ ҫапла калатӑп-ҫке: эсир пурте Кондратшӑн пулсан, эпӗ те хирӗҫместӗп, турӑ каҫартӑр сире, илӗрех ӑна хамӑр партине. Эпӗ пӗрре тӑватӑ уран упаленсе, тепре хам ҫавӑнтах тунӑ костыль ҫине тайӑнкаласа кайрӑм. Айӑпланакан ҫын Кассий Кольхаун ҫине тӗллесе пӑхать. — Ан чӗн! — хӑтӑруллӑн каласа хунӑ Маякин. Уйрӑммӑнах ҫав пысӑк зал тата Марино Фалиеро вырӑнӗ: decapitati pro criminibus тесе ҫырни халь те куҫ умӗнче тӑрать! Ҫапла, ҫапла, тӗрӗс. — Ку ӗнтӗ кӑмӑла йӗрӗнтерекен канӑҫ пулать, — терӗ Паганель, — мӗншӗн тесен Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем пӗрре те тараватлӑ мар. Гусев хӑйӗн ҫулне тахҫанах ҫухатрӗ ӗнтӗ. Ҫапла ӗнтӗ майӗпен-майӗпенех эпӗ хам та айӑплӑ пулнине ӑнланма пуҫларӑм. Тарасчӗ пуринчен те… Ҫапла, аттеҫӗм, кошкильды мар. Ара, ҫапла тӗрӗсех пулӗ. — Эй, тытӑр ӑна! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Говэн, халӗ мӗн каланине асту. Унтан Уйӑх ҫийӗ Хӗвелтен пӑрӑнма тытӑнать: каллех эпир унӑн ҫуррине кӑна куратпӑр; ун пеккине чӑвашла «Уйӑх катӑлать» тетпӗр, ку — Уйӑхӑн юлашки чӗрӗкӗ. Аттем, чунӑм! Ҫав япаласем аса килчӗҫ те, маншӑн ку питех те уҫҫӑн ӑнланмалла пулса тӑчӗ: пичче сасси ман патӑма ҫитме пултарнӑ пулсан, пирӗн хушӑри ҫула пӳлекен хӳме ҫук. Унӑн кӑвакалла сӑн-питӗнчен ирсӗртереххине эпӗ ҫуралнӑранпа та курман! Пӗрисем ӑна хӑйсен лармалли вырӑнне параҫҫӗ, тутӑрӗ ӳксен, тутӑрне илсе тыттараҫҫӗ; теприсем: хӗрарӑм та, арҫын пекех, кирек мӗнле вырӑнта ӗҫлеме те, ертсе пыма та т. ыт. те пултарать, теҫҫӗ. — Ман-ҫке, ман! — Ҫапла, хӗрарӑм туртине маларах кӗскетмелле, унсӑрӑн нимӗнле ӗҫ те тухмӗ. Пӳрт ҫийӗсем ҫинче юр выртатчӗ, ҫӗр ҫинче хуралнӑ тислӗк пӑнчисем курӑна пуҫланӑччӗ. — Лайӑх илтетӗн. Павел Петрович хӑй шӑлнӗн ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те кулса илчӗ. Боцман пулнӑ ҫын ҫавӑнтах Вильсон лаши ҫине сиксе утланчӗ, вӑл мимоза йывӑҫҫисен хушшине кӗрсе ҫухалчӗ. — Кил кунта, вӑрӑ! — Ҫилленместӗр-и эсир? — Ҫук. — Юмах ку! — ҫӑварне ҫеҫ хускатса, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов. Кунӗ ҫиллӗ, ҫил халӑх хыҫӗнчен вӗрет, вӑл, ҫӗршер ура хускатнӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ евӗр ҫӗкленсе, ҫара пуҫ ҫынсен ҫупа сӗрнӗ ҫӳҫӗсене пудра сапнӑ пек шуратса, халӑх хыҫҫӑн шӑвать. — Ия, ия, хураҫҫӗ, — эпӗ ун ҫинчен ҫынсенчен нумай илтнӗ. Халӗ ҫӳллӗ ҫухаллӑ плащсем тӑхӑнаҫҫӗ, эпӗ кӗске ҫухаллӑ, ҫумӑр витекен пуставран ҫӗленӗ икӗ плащ уртса янӑччӗ. Тата колхозпа хӑш енчен ҫыхӑнать-ха ку? Старик тӗме хушшине кӗрсе чарӑнса тӑчӗ, плащпа курткине хыврӗ, унтан курткине тавӑрса, ҫӑмне ҫиелелле туса тӑхӑнчӗ, ҫӗтӗк плащне мӑйӗ тӗлӗнчен кантрапа ҫыхрӗ те малалла утрӗ. — Кӑнтӑрти-и? Пӗчӗкҫеҫӗ вырӑн, хӑть масар шӑтӑкӗ те пулсан! Ҫав кунах хулана ҫыру ҫырса янӑ, анчах ҫав инструмента туянса хуларан яла илсе киличчен икӗ-виҫӗ эрне те иртнӗ. Акӑ каҫхине урӑхла пулать, каҫхине вӑл манӑн нервӑсене канӑҫ памасть; мана вара ытла кичем пусать-и е ытларах хавасланатӑп-и. Эпӗ ҫав сасӑ татах пулмасть-ши тесе итлесе выртӑп. Вӑл мана кӑтартса ҫӳресе тупӑш курса пуйса кайрӗ. Кай та, Дубава ӗҫет, аскӑн хӗрсемпе ҫывӑрать, тесе каласа пар. Турӑҫӑм, ҫырлах мана! — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. Ҫапла каларӗ те сӑхсӑхса илчӗ. Ой, тӗксӗм мӗлке, ҫухал! Крыльца ҫине ҫӗлӗксӗр-мӗнсӗр, пиншакне хулпуҫҫи ҫине уртса янӑ хуҫа тухса тӑчӗ; вӑл, килнӗ ҫынна тинкерсе пӑхса, картлашкасем тӑрӑх аялалла анчӗ. Вот эпӗ те хама валли тӗнчере чи чаплӑ девиз тупрӑм: «Сывлатӑп-тӑк — апла пулсан, шанатӑп». Радуб хӗрне пӑрахрӗ, икӗ аллине те пистолет тытрӗ, иккӗшне те аялалла кукӑр-макӑр ҫаврӑнкаласа анакан пусма картлашкисем ҫийӗн тӗллесе пӗр харӑс персе ячӗ; унтан карабин тытса персе ячӗ; кайран шултра пульӑсемпе авӑрланӑ мушкетран пеме тапратрӗ: мушкетран вунпилӗк пӗчӗк пуля кӑларса яни картечьпа пенӗ евӗрлех тухрӗ. Акӑ романтикӑллӑ ят! Эпӗ калас теменнишӗнех-и тен, вӑл Ромашова икӗ хут е виҫӗ хут ытла кураймастчӗ. Мал енче анчах казака Терек тата инҫетри япаласем курӑнаҫҫӗ; хыҫалтан тата айккисенчен ӑна хӑмӑшсем хӳме тек хупӑрласа тӑраҫҫӗ. — Пулӗ те. Ку сценӑра вылякансем акӑ мӗн тӑваҫҫӗ: княгиня Мускав вӗҫкӗнӗпе галлерейӑра ларать, вӗсем иккӗшӗ те темӗн ҫинчен питӗ тимлӗн калаҫатчӗҫ. Мур пӗлет сана, Ҫемен, паян мана мӗншӗн ухмахла ыйтусем паратӑн эсӗ? — тарӑхса каларӗ Разметнов. Эй, турӑ, пирӗн туррӑмӑр, Туррӑн таса амӑшӗ! Тӗшмӗртӳ — вун-вун, пӗри тепринчен килӗшӳсӗртерех те айванрах. Чугун ҫул ҫинче ӗҫсем йывӑрланнӑ пирки, вӗсен тӑтӑшах мобилизацие пула-пула иртет. Сирӗн йӳнӗ хӑватсем тумалли пысӑк ирӗклӗхӗре туртса илесшӗн мар эпӗ. Грушницкин декламацилес тесен каҫсах каять: вӑл сире сӑмах айне тӑватех, калаҫу вара пӗчӗк сӑмахранах виҫерен тухса каять, нихҫан та тавлашаймастӑмччӗ эпӗ унпа. Унӑн ырханланнӑ сӑнӗ антарса лартнӑ картузӗ айӗнчен салхуллӑн курӑннӑ. — Мӗнле, тӑванӑм, — тесе хучӗ вӑл юлашкинчен: — сигарка пар-ха. — Австро-Венгри ҫарне вӑратма та кирлӗ пулман, вӑл нихҫан та ҫапӑҫӑва кӗтсе тӑман, малтанах тарнӑ, — асӑрхаттарчӗ Горева. Мат хама йывӑр пек туйӑнчӗ те, эпӗ пажа: пӑртак ҫывӑрса илес килет, терӗм. Ыйха мана кӑшт ҫӑмӑллӑх парӗ тесе ӗмӗтлентӗм. Ҫурри таран ҫаврӑнса илсе, винт ним хускалми ҫакӑнса тӑчӗ. Унӑн Гарриспа чӑнласах тавлашас килмерӗ. — Куратӑр-и… — Ромашов хӑй шухӑшне ӑнлантарма тӑчӗ. — Мӗнле те пулин пӗр-пӗр сӑмаха вӑрахчен каласа тӑрсассӑн та ун пирки шутласа кайсассӑн, вӑл сасартӑках пӗлтерӗшне ҫухатать, ун чухне вара… теплелле каламалла ӗнтӗ сире?.. Ҫӑкӑр илмелӗх укҫа тупма манӑн тӗрлӗрен ӗҫе кӳлӗнмелле пулчӗ… — Чипер ӗҫех-и, Негоро? Шалый, хӑйӗн отвечӗ пӗр ҫавӑнтан килнӗ пек, питӗ тимлесе, хӑйӗн ури айне пӑхса ларчӗ. Ҫапӑҫу йӗркине ӑна вутран мӗн май килнӗ таран ҫухату сахалрах тӳстӗр тесе тӑратса тухмалла, унтан тата командӑлама меллӗ пултӑр тесе… — Ротӑна кӑ-ларӑр-р! Ӑна командировкӑна килнӗ Бажанова пырса курчӗ. Пирӗн командир ҫакӑн пек решени йышӑнать: пур япаласене те пӑрахас та, ҫумра хӗҫ-пӑшал ҫеҫ хӑварса, ҫуранах пысӑк хула патнелле тухас. «Иртнӗ ҫул вунӑ пус панӑччӗ». Оркестр вальс выляса илчӗ, чаршав каллех ҫӗкленчӗ… Пирӗн чиновниксем, министрсем хамӑра кирлӗ пеккисем мар… Акӑ, вӑл хӑех! Салтаксем шывран тӑратӑнса тӑракан сухӑрлӑ туратсене хуҫса илчӗҫ те унта кайрӗҫ. Автоматически перекен зениткӑсем пӗчӗк вӑрманта пушшех те хытӑрах вӗрме тытӑнчӗҫ. Грот-мачтӑна мал енчен тӗревлесе тӑракан ҫирӗп кашта ҫинчи ҫак икӗ мачта хушшипе тата виҫӗ пин чалӑш парӑс — стаксельсене хӑпартма пулать. — Вӑл улпут, халь — земски начальник, хресченсене ҫаратса пурӑнать… Вӑл ман пуҫа йывӑр бархӑтпа витсе лартрӗ, ӑвӑс тата ладӑн шӑршисем мана чыхӑнтарчӗҫ, калаҫма йывӑр пулчӗ, калаҫасах та килмерӗ. Тӗттӗм пулсан вара ирӗке кӑларнӑ сулахай алӑ пулӑшнипе хӑтӑлма йывӑрах пулмӗ терӗм. Ку ҫӳревре мӗн пулни-иртни пурте ман ӑс-тӑнра пит тарӑн палӑрса пуҫа кӗрсе ларнӑ пирки, эпӗ ҫав событисем ҫинчен шур хута шанса ҫырса пӗлтернӗ чухне чи кирлине нимӗн те пӑрахса хӑвармарӑм, вак япаласем ҫинчен кичем ҫырать тесе айӑпласран хӑраса (кун пирки ҫӳревҫӗсене час-часах айӑплани ахаль мар пулӗ), ваккисене нумай кӑларса пӑрахрӑм. — Нагульновпа Давыдова алӑ тытрӗ, сӗтел умне пырса ларчӗ. — Калаҫмалли нимӗн те ҫук, ҫапах та ҫӳреҫҫӗ, чӑрмантараҫҫӗ… Картишӗ пысӑк мар, ҫирӗм фут чухлӗ ҫеҫ. Анчах эсӗ ан хӑра, эпӗ хам ятпа ҫапла ҫырӑп: «Сирӗн завод рабочийӗ пулнӑ, кунта ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗ Давыдов, халӗ Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ, тата вӑл ертсе пыракан колхозниксем кӗнекесӗр тарӑхса пурӑнаҫҫӗ. Тул ҫутӑлнӑ чух вӑл, автобус ҫине, ют ҫӗршыв корреспонденчӗсем патне ларчӗ. Кашни малалли утӑм ӑна ытларах хавхалантарнӑ, иксӗлнӗ вӑй ҫавӑнтах мӑнаҫлӑхӑн хӗрӳ капламӗне сыпӑнса пынӑ. — Саня! — терӗ судья та. — Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулӗ ак! — тет те ҫак ҫын сасартӑк, кӑвайтӑн юлашки хӗрлӗрех ҫутинче унӑн ҫуркаланса пӗтнӗ тута хӗррисем инҫетри шухӑшӗсемпе йӑпанса кулни курӑнать. Смион хаджи пирки калас пулсан, вӑл тухтӑр таврӑннӑшӑн чунтанах хӗпӗртерӗ, анчах ҫурт хуҫи умӗнче хӑй кӑмӑлне пӗлтересшӗн пулмарӗ, Юрданӑн хӗрӗ Гинка ҫеҫ хӑй калас сӑмахне каласа хучӗ-хучех. — Акӑ вӑл хӑй те килчӗ, эпӗ сире каласа панӑ студент, — терӗ Монтанелли сиввӗн, Артура ҫӗнӗ ректорпа паллаштарса. — Эпӗ ун пек калаҫнӑ ҫӗре хутшӑнман, — терӗ мустангер, — эпӗ сирӗн укҫана илме пултараймастӑп. Грушницкий ҫӳҫӗ тусса кайнӑ, хӑй ытла ҫилленсе пӑхать, чӑнах та кӳреннӗ пек, кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ пек туйӑнать унӑн; анчах вӗсен тарӑхни те кулӑшла тухать-ҫке, пулаҫҫӗ те ҫынсем!.. Кам ҫинче те пулин ҫиллине шӑнармалла пулнӑ ӗнтӗ ун! Антар та, чуптӑр… Эх, пирӗн яшка сивӗнет ӗнтӗ! Ҫавӑн хыҫҫӑн ман пӗчӗк приказчик ман ҫине тата пушшех ҫиленсерех те шанмасӑртарах пӑхма пуҫларӗ. Глебӑн ҫакӑн пек хӑватлӑ вӑй ҫуккине Артамонов пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл унӑн ҫирӗпех мар калаҫӑвне, такама кӳрентересрен хӑранӑ пек чӗтрекен сӑмахӗсене итлесе, сасартӑк:— Эпӗ сана, Глеб атте, ҫакна пӗлтерме чӑрмантартӑм: кӑҫал эпӗ ураса тытмастӑп, — терӗ. Е ӑна юратнишӗн ҫылӑх-и? Айӑккӑн чик. Сулахайран чик, сулахайран, сылтӑмра лакӑм пур. — Малалла каяс пулать. Асран тухман кун. Ӑнланатӑр-и эсир, анне? — Кунта та юраймарӑм! — куҫхӳрипе кулса илнӗ Саша. Фелимпа Тарӑ Аламӑн чӑнкӑ ҫыранлӑ хӗрри патнелле кайрӗҫ. Анчах та пирӗн кун пек савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем сайра пӗрре кӑна пулчӗҫ. Врачсемпе сестрасем чӗнсене вӗҫертрӗҫ, юнпа пӗвӗннӗ, осколоксем касса пӗтернӗ парашют сумкине хывса илчӗҫ те лӗнчӗркесе кайнӑ кӗлеткене кӑларса, ҫӗр ҫине хучӗҫ. Эпир пӗрне-пӗри илтме пултаратпӑр, ку вара мӗне те пулин пӗлтерет!.. Старик ман ҫине кӑнн пӑхрӗ: — Кам пулчӗ-ха ку? — тет. — Ну мӗн таккатӑн, пӳтсӗр чун? Мӗн тума кирлӗ вӑл? Базаров ҫав хушӑра альбомсем пӑхма тытӑнчӗ. Динго, ӗнерхи пек, курӑка шӑршламасть халь. Гленарван ҫак вӑхӑтра Том Аустин патне ӑсатмалли ҫырӑвне ҫырса пӗтерчӗ. Часах манпа ҫемье, туссем хушшинчи пӗр-пӗрне ӑнланманни иртсе кайрӗ, анчах арӑм: сан урӑх нихҫан та тинӗсе курасси пулмасть, тесе чаплӑн шантарса каларӗ. Хӗвел системинче Хӗвел энерги парас енӗпе чи хӑватлӑ машина. — Санӑн кӑлтӑрпи те епле хитре, унӑн йывӑҫран тунӑскер, кивӗскер кӑна. Вӑл ман ҫине куҫлӑх кӑшкарӗ витӗр вӑрт пӑхса илчӗ те, ҫинҫе сасӑпа ыйтрӗ: — Мӗн те пулин парам-и сана? — Тарма пулӑшнӑ-и? — Пӗрре ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, — тенӗ Ухтищев, хӑйӗн ӑсӗпе хӑй киленсе, — ҫавӑнпа та васкас пулать пурӑнма… Хӑех паллӑ ӗнтӗ, эпӗ ун ҫинчен нихҫан та, никампа та калаҫман, — терӗ Джемма. Таҫта инҫетре тинӗсри пысӑк карап ҫинче ҫутӑсем курӑнса кайрӗҫ те, сирена ҫемҫен кӑшкӑртни шӑплӑха малтанхи аслати пекех асӑрхавлӑн хускатрӗ. — Акӑ эсӗ каллех асаилӳсем ҫине кӗрсе кайма тапратрӑн, терӗ Давыдов. Часах вӑл хӑйне хӑй килӗнчи пекех туйса илчӗ, вӑхӑт ҫав тери хӑвӑрт иртсе пычӗ. Вӑхӑту пулсан, паян ҫичӗ сехет ҫурӑра Триумфальнӑй урамри сквера тух». Ҫунакан йывӑҫ ҫатӑртатни вут-ҫулӑм чӑшлатнипе пӗрлешсе каять. Тата эсир те мӑкӑртататӑр кунта… — терӗ. Манӑн питех те Ай-ин-и-ки-кван йӑхне кӗрес килет. Апла та мар иккен, утса пыни аслӑк патӗнче сисӗнет-ха. Ӑна — вӗсем хӳхӗм ҫирӗплӗхӗ, хӑйсене хӑйсем пурте пӗр кӑмӑлпа шанни, вӗсен уявлӑ пичӗ-куҫӗсем, хыттӑн калаҫнисем, кулнисем — пурте тарӑхтарса тӑнӑ. Ҫав сӑмахсем пӗр-пӗрне шӑппӑн пӗлтернипех арестленисем патне те ҫитрӗҫ. — Тата? — Амстердам архипелагӗнчи святой Петр утравӗпе кассан… Хисеплӗ португалецсем хӑйсем те ман тумтиртен тата эпӗ урӑхла майлӑ калаҫнинчен манран кая мар тӗлӗнчӗҫ, ҫапах та вӗсем эпӗ каланисене аван ӑнланчӗҫ. Хайхи калать мала — каласса вӑл кун пек чухне яланах, ҫын умӗнче намӑслантарас мар тесе ӗнтӗ, пӗччен чухне калатчӗ: — «Мӗн эс, ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла ухмах Иван пулса пурӑнасшӑн-и? Базаров тӑчӗ. Кунта майор, тата фортри урӑх паллӑ ҫынсем те пуррине пӗлнӗ. — Епле тӗлӗнмелле хӗрарӑм Анна Сергеевна! — терӗ Аркадий хӑйӗн тусне хӑйсене уйӑрса панӑ пӳлӗмре иккӗшех юлсан. Эпӗ ӑна вӗлеретӗп», — ҫаплах калатӑп: «Атте, эпӗ ӑна вӗлеретӗп». Акӑ Даша инке крыльца ҫине тухрӗ, пулӑ тасатма ларчӗ. — Мана хуть ӑҫта пулсан та пурпӗрех, сэр, — терӗ Айртон. — Анчах эсир семинаринчен мӗншӗн каятӑр? Унтан вара, мӗнле ачашлӑх вӑл: перессинчен хӑраҫҫӗ! — Ачасен кӗпи-йӗмӗ шутне ҫырнӑ хута кама пама хушатӑр? — терӗ аллине хут тытса кӗнӗ Наталья Савишна аннене. — Арпашса кайнипе Паганель хайне Ҫӗпӗрте тесе шутлать пулмалла, — терӗ Мак-Набс, хисеплӗ географ анлӑ плащӗпе мӗнле пӗркеннине пӑхса. Ҫӑтмах та сад пулнӑ. Тухса каяс умӗн эпир курнӑҫӑпӑр-ха, халлӗхе — сывӑ пулӑр! Мӗн туса пурӑнас тетӗн-ха унта суха туса пӗтеричченех юлса? — Сухалатӑп. Акӑ ӗнтӗ халӗ, таврӑнсан, эпӗ каллех хам вырӑнта суя асап тӳсекене, хӗрес ҫумне пурӗ те ултӑ сехетлӗхе ҫеҫ пӑталаса хунӑ, унтан вилӗмрен чӗрӗлнӗ Иисуса куратӑп. Алӑка пуҫне янах айӗнченех тутӑр ҫавӑрса ҫыхнӑ Панкратов амӑшӗ уҫрӗ. Старик сӑмахне пӗтернӗ-пӗтерменех халӑх ахӑлтатни тупӑран пенӗ пек кӗрлесе кайрӗ те, татах икӗ лампа сӳнчӗ. Мана ҫынсем мухтанине кура, вӑл манпа туслашма пӑхрӗ; анчах эпӗ ӑна сиввӗн йышӑнтӑм, вара вӑл манран нимӗн пӑшӑрханмасӑрах пӑрӑнчӗ. Старик ӑна сивлеккӗн пӑхса илчӗ. Шӑна ҫамка ҫине хӑпарӗ е сӑмса тӑрӑх аялалла анӗ? Анчах лешсем, кӑмӑлсӑр пулса, куҫӗсене аяккалла пӑрчӗҫ. — Пирӗннисенчен пӗри ӑна совет ангелӗ тесе те ят панӑччӗ, — терӗ Гвоздев. — Мӗн япӑххи пур-ха унта? — ӑнланаймасӑр тӑчӗ майор. — Тен, эпӗ ун пек ҫын ҫинчен пурнӑҫ тӑршшипех ӗмӗтленнӗ пуль… Ҫак кунтан пуҫласа Стручков Клавдия Михайловнӑна пур майсемпе те ҫавӑрма тӑрӑшрӗ, ӑна анекдотсем каласа парса култарчӗ. Ҫапла майпа Кирдягӑна козаксен ушкӑнне илсе кӗнӗ. Вӗсем сана кӑлӑхах ҫӳретнӗ вӗт! Юрать… ҫитет ыталашма. Вӑл пысӑкланчӗ, вӑрӑмланчӗ, ӗнтӗ пӑнчӑ пек те мар. Вӑл ман еннелле вӑр-вар ҫаврӑнчӗ те ҫапах та вӑраххӑн, лӑпкӑн сӑмах хушрӗ: — Вилесси те пулӗ, вилмӗп те-и, тен… — Эппин, Джон капитан халӗ те аттене тупасса шансах тӑрать-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Хыпать, лайӑх! хыпмасан… Шубин чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ. — Вӑл, чеен кулса илсе, Тимошенко ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Эпӗ эсӗ ун ҫинчен юри каламаннине пӗлетӗп-ха. Унтан вӑл ҫине-ҫинех кӗме пуҫларӗ. Артём пӗр-икӗ утӑм ярса пусрӗ те, йывӑр аллине официант хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӗ, унтан:— Мӗншӗн эсӗ манӑн шӑллӑма, Павкӑна, хӗнерӗн? — тесе ыйтрӗ. Нимӗҫсем пӗлсе ҫапӑҫнӑ. А вӑл, сирӗн Гриша, хӑй ҫинчен нимӗн те каласа паман пулӗ-ха… Малашнехи событисем ӗнтӗ Аламо хӗррисенчен инҫетре пулса пырӗҫ. Тӗрӗс-и, капитан? Петр нумайччен: шӑллӑмран мӗн ҫинчен ыйтас-ши? тесе шухӑшласа ларчӗ. Сень-Жермен-сю-Иль хулинче вӗсен пуҫлӑхӗсенчен пӗри, дворянин, ял общинин прокурорне персе вӗлернӗ те ун сехетне хӑйне илнӗ. Пӑшалӗпе ҫӗҫҫи ҫухалнӑ. Мӗн тукаларӑр?.. Иконин ҫӑварне уҫрӗ те каллех шалланчӗ. — Пурпӗрех, эсӗ мӗнле ҫын иккенне пӗлмесӗр манӑн мӗншӗн саншӑн сасӑламалла пулнӑ-ха! Ҫавна кура ҫынсен кӑмӑлӗсем те ҫемӗҫсе кайнӑ пек пулатчӗҫ. Халтан кайнӑ эсӗ, — терӗ Сизов хыттӑн. — Ҫӗнтерекенӗ пӗтӗмӗшпех илет, — тесе татӑклӑн каланӑ вӑл. Мӗн каласшӑн матрос? Вуттине туртса ил! — Петрушкӑсемпе актерсем ҫеҫ стихсемпе калаҫаҫҫӗ, — теҫҫӗ. Сизовпа Махотин тӑнӑ ҫӗре Павел пырса тухрӗ те, ҫавӑнтах унӑн сасси янӑраса кайрӗ: — Юлташсем! Анчах Техасӑн тем талккӑш тӳремӗ тӑрӑх ҫӳресе курнӑ ҫын ҫеҫ унӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшне чӑн хак пама пултарать. Унтан ответ кӗтсе илеймесӗр Джемма ун патне пычӗ те унпа юнашар тӑчӗ. Кунта авто тытмалли тивӗҫлӗхе ҫитеймен ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Ну, эсир вӑл вӑхӑта усӑллӑ ирттерме пултаратӑр. Эпӗ атте патне пытӑм та ӑна сывлӑх сунтӑм. — Эп ӑна йӑлтах каласа паратӑп: эс мана кунне ҫӗршер хут е краҫҫын патне те супӑнь илме, е шыв кӳме чуптарнине те! Хӑй патне гостиницӑна таврӑнсан, Санин Джемма ҫыруне тупрӗ. Суккӑр ача ҫаплах ҫыран хӗрринче ларать-ха. Акӑ, ман хӑлхана ӗсӗклесе йӗнӗ сасӑ та илтӗнсе кайрӗ. Никам ҫине те кала пӗлмесӗр аптӑрарӑм. — Никама та. «Эй, кинемей, ачамккӑ!» ҫапла чӗннӗ хыҫҫӑн алӑкран леш ырхан кинемей те тата пӗр лутрарах кӑна ача шалпар сюртукӑн вӑрӑм аркипе тӑлланкаласа, кӗрсе тӑчӗ. — Ун пек пулас ҫук. Нумайӑшӗсем тараҫҫӗ. — «Мӗншӗн хушмасть?» Ҫак минутсенче Марийка хӑйне хӑй лайӑхрах, ҫирӗпрех туйрӗ: курайманлӑх вӑл, сиплӗ шыв пекех, ҫынна ҫирӗплетет. … — Мӗн усси? Вара ҫавӑнтах ӳкӗтлерӗ: — Чарӑнӑр! Бульварта вылякан ачасем малтанах лётчик ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ. Кондрата асат хуҫман пулӗ-ҫке? Эсир ҫаплипех ҫӳрӗр, сӑмсӑра лартсан, начартарах пулма пултарать. Хамӑр шухӑшӑмсене эпӗ хам мар, вӗсем мана таҫта илсе пыраҫҫӗ. Мана, Луиза Пойндекстере, ҫавӑн пек пӑхать. Мӗншӗн тесен Бекки питех вӑтанса кайнипе тата ӳкӗннипе ӑна пурин ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартрӗ, — ҫав шутрах хӑй Тома ҫавӑн пек улталани ҫинчен те каларӗ. — Вӑл, урапа кустӑрмисем тавра ҫӳресе, персе ватнӑ вырӑнсене тыта-тыта пӑхрӗ. Тепӗр кунне ирех вӑранчӗ, икӗ стакан сӗт ӗҫрӗ те колхоз витине тухса утрӗ. Пӗр чарӑнмасӑр вӗрекен хӗвелтухӑҫ ҫилӗ чӑрмантармасан, экипажӑн та, ытти ҫынсен те ӳпкелешме нимле сӑлтав та пулман пулӗччӗ. Ҫапла вара, эсир хӑвӑр пурнӑҫӑра хӑтарас тетӗр пулсан, эпӗ сире ҫакна сӗнетӗп: Лантенака пирӗн алла парӑр та мана илӗр. Пӑвӑнса анатӑр… Акӑ мӗн. Манӑн тухса каймалаччӗ, эпӗ ӑна ӑнланаттӑм, анчах тухса кайма пултараймарӑм… Урамра ҫил паллӑрах пулнӑ; кӳршӗ сарайӗ ҫинчен юр вӗҫтернӗ, тата мунча кӗтесси патӗнче ҫавӑрса тӑнӑ. Ҫӗрле утрӑм, — ывӑннӑ сасӑпах хуравларӗ вӑл. Анчах ҫак пахалӑхсене мухтав турра, хӗрарӑмсем кӑмӑлламаҫҫӗ. Манӑн ӗҫӗ пысӑк мар. «Ҫук», терӗ вӑл хӑйне хӑй: «эсӗ кирек камӑн аслашшӗ пулсан та, эпӗ сана ылттӑнланӑ рамӑпа кӗленче айне вырнаҫтарса хуратӑп». Каҫхи апат хыҫҫӑн вӗсем асӑрхансарах хӑйсен опытне тепӗр хут туса пӑхрӗҫ; ку хутӗнче вара вӑл ӑнӑҫлах пулчӗ, ҫавӑнпа та каҫ питех савӑнӑҫлӑн иртрӗ. — Туртатӑн-и? Манӑн ҫурт сывлӑшӗ сирӗн кичемлӗхӗре сирессе ӗмӗтленетӗп эпӗ… Назанский хӳрере месерле выртнӑччӗ те ҫӳлелле, тӳпенелле, вӑрахчен пӑхрӗ, унта пач хускалман ылттӑн пӗлӗт катрамӗсем кӗренленме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Конституцирен ССР Союзӗнчен ирӗккӗн тухасси ҫинчен калакан статяна кӑларса пӑрахни ҫав союзӑн ирӗклӗ характерне пӑсни пулать. Мартӑн 10-мӗшӗнче Гремячий Лог хуторне каҫпах тӗтре карса илчӗ, ирчченех пӳрт тӑррисенчен ирӗлекен юр шывӗ шӑпӑртатса юхса тӑчӗ, кӑнтӑр енчен, ҫеҫенхир тӳпинчен, тапхӑр-тапхӑр ӑшӑ та нӳрӗ ҫил варкӑшса килчӗ. Ан тив. Грушницкий пулас… — Пурте кунта-и? — ыйтнӑ Илья Ефимович Кононов. — Ҫук, халь ыратмасть, аптӑрамаллах мар; ҫанталӑк пӑсӑлсан пӗҫӗ кӑшт ыратнӑ пек пулать те, ытти чух — аптӑрамасть. Пирӗн хыҫҫӑн ҫул ҫине виле хыҫҫӑн виле выртса юлать. Ҫавӑнпа темле хам пӗлсе тӑракан, ним хӗрхенӳсӗр, киревсӗр япала пуррине туятӑп, анчах — мӗн калас-ха? Хӑш чухне, тытӑҫса кӗрешнӗ вӑхӑтра, хӑйӗн суранланса пӗтнӗ кулакан тутисемпе Ривэрӑн хӑлхисенчен йӗркесӗр кӳренӳллӗ сӑмахсем каласа ҫухӑрнӑ. Казаксем те, икшер хут ӗмсе илнипех пирусӗсене туртса ярса, пӗрлех утса пычӗҫ. Чупса килетчӗ тепӗр чух ман патӑма, пӗчӗк аллисемпе ыталаса илетчӗ те чуптума тытӑнатчӗ: — Нашик, чиперккем, кӑвакарчӑнӑм эсӗ ман, — тетчӗ хӑй. Темӗн тӗрлӗ шухӑшсем те пулнӑ ун пуҫӗнче. — Ҫапла, капитан, пӗлетӗп. Тата пӗр вунӑ минута яхӑн иртнӗ; раща ҫаплах курӑнман. Лозневой батальонне лутӑркаса тӑкнӑ нимӗҫ танкӗсем Вазуза патнелле пынӑ вӑхӑтра пирӗн чаҫсем пурте ӗнтӗ леш еннелле каҫса кайнӑ пулнӑ. Вӑл Тоньӑна ҫийӗнчех ӗҫе хутшӑнтарма пӑхрӗ. Ӑна комсомолӑн хулари пухуне чӗнчӗ. Турӑ та, шуйттан та ҫук сирӗн. — Ҫитетпӗрех! Вӑл юрату ҫук тесе шутланӑ, анчах хӑй, ҫамрӑк та хитре хӗрарӑма курсан, яланах вӗриленсе кайнӑ. Чи малтанах, эсй мӗнпур ӗҫе салатса ятӑн. Марья Кириловна кӑшкӑрса ячӗ. — Тен, кирлӗ пулӗҫ. — Элен! — терӗ Гленарван. — Лайӑх! Пиншер ача хыҫсӑр пукан умне чӗркуҫленсе ларнӑ пек те, пуканӗсем ҫине пиншер пӑшал вырнаҫтарса хунӑ пек, тата пинӗш аллисене ҫӗҫӗ тытса ситсӑ чаршавӗсен хыҫӗнче пытанса тӑраҫҫӗ пек. Ку енчи ҫырансен хушшинчи вырӑна пӑхсан темӗнле инҫетри, кӑнтӑр енчи Кавказри ҫӳлӗ тусем ҫинчи кӳлӗсем пек курӑнать, анчах тепӗр енче юрпа витӗннӗ сӑрт-тусем палӑраҫҫӗ, вӗсен куҫа йӑмӑхтаран тӑррисем ҫинче лутра йывӑҫсен пӑт-пат хуралакан сӑнӗсем сапӑннӑ. Парӑр вӗсене мана. Андрей ӑнланса илчӗ, хамӑр артиллеристсем чарса лартма ӗлкӗреймеҫҫӗ ӗнтӗ вӑл танка, чарса лартас тесен те, хамӑрӑннисене тивертесрен хӑраса, пеме хӑяймӗҫ. Ӑна ӗнтӗ алӑпа пемелли хатӗрсемпех чарса лартма тӳр килет. Ҫакна ӑнланса илчӗ пулин те, Андрей хӑрамарӗ. — Акӑлчан чӗлхине. — Ҫитет сире халӑха асаплантарма, тискер кайӑксем! — терӗ Рыбин малалла, сассине хӑпартса. Пурӗ те тӑххӑрта ҫеҫ. «Ах мӗнле эс ывӑл! Мӗн, батькона-и?» терӗ Тарас Бульба, тӗлӗннипе темиҫе утӑм каялла чакса. Театрти актёрсем чаршав хыҫӗнче кӗпӗрленсе тӑрӗҫ, Гитлерӑн портречӗсене ҫунтара-ҫунтара ярӗҫ, хӑйсене малашне мӗн кӗтсе тӑни ҫинчен шухӑшласа ассӑн сывлӗҫ. Вӗсене ҫавӑнтах лӑплантарас пулать. Хӑйӗн историне каласа пама пикенчӗ те старик, ахӑрнех, ҫур ҫула ҫитнипе кӑна чарӑнасшӑн мар пуль. Кунта Иван Ивановича мӗн кирлине, Иван Ивановичпа Иван Никифорович хушшинче мӗн ҫинчен пулнӑ калаҫӑва тата ҫав калаҫу мӗнпе пӗтнине пӗлме пулать Пӗрре ирхине, ку — июль уйӑхӗнче пулчӗ, Иван Иванович аслӑк айӗнче выртатчӗ. — Вӑл кӗрӗслетсен, Стрем айлӑмӗнчи ытти юлташсем те ҫӗкленӗҫ, вӗсем те хӑйсен тивӗҫне асне илӗҫ. Тӗп урамсем пуш-пушӑ. Хӑрушӑ мужик мана кӑмӑллӑн чӗнет: «Ан хӑра эсӗ, килех ман пата, пиллесе ярам»… — тет. — Эпӗ ӑна «Британин» экипажӗпе пӗрле пӗтнӗ пуль тесе шутланӑччӗ. «Турӑ пӗлет-и эсир тем калаҫнине? Коммуникацие татни вӑл… Хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшлакан алӑсӑр, урасӑр ача — Воропаевшӑн питӗ аслӑ ҫын пулнӑн туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑй ҫинчен манса кайсах халӗ ҫав ача ҫинчен кӑна шутлама пултарать. Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ? Ҫакӑн пек каҫхине яланах тӑвӑл пулать, ҫавӑнпа та ҫине-ҫине команда пама та канатсем сӗтӗрме тытӑнчӗҫ. Хӑйӗн таса кӑмӑлне пула каҫармасть вӑл Радӑна. Аяккалла пӑхтӑр ҫеҫ, унта ҫынсенчен аякра ҫӳрекен тилле, мулкача, хир кӑрккине е урӑх мӗнле те пулин чӗрчуна курать-куратех. (Власӑн сасси тытӑнса ларчӗ.) Пурнӑҫӑм татӑлнипе пӗрле эпӗ сана тата ачасене юратассин те вӗҫӗ тухать-ши? Каҫпала ҫурт умне пылчӑкпа сирпӗнсе пӗтнӗ автомобиль пырса чарӑнать. Чылай ватӑлнӑ латыш, Вольмер, янах айӗнчен пуҫласа хӑлхисем таранах сухалпа витӗннӗскер, Корчагин аллине тытса силлет. Эпир, ҫӗнӗ япаласем мӗн-мӗн курни-пӗлни ҫинчен шухӑшласа, нумайччен ҫывӑрса каяймарӑмӑр. — Анчах пире кам тӑрантарӗ-ха? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Упӑшки, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса, арӑмне хулпуҫҫинчен хыттӑн лӑпкаса илчӗ. Тепӗр каҫхине те Оленин каллех ыйхӑсӑр картиш тӑрӑх ҫапла сулланса, ҫӳресе ирттерчӗ. — Апла эпир епле анӑпӑр. Пухура ухмахла кулнипе, хӑмпӑ пек хӑпарса, кӑркка пек кӑвакарса кайнӑ! Хӗрӗ сӑн-питрен йӗркеллӗ пулсан, тата авланас текенӗсем тупӑнсан — питӗ те лайӑх. Хохол темшӗн килмерӗ. Уявра ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ амӑшӗ, каҫхи кӗлӗрен таврӑннӑ хыҫҫӑн, арчаран пӗчӗк хутаҫ кӑларать те ун ӑшӗнчи кедр мӑйӑрне чашӑк ҫине хурать. Хӑш-пӗр енчен шӑпи те вӗсен пӗр пекрехех: иккӗшӗ те юратнӑ хӗрсене качча илнӗ, иккӗшӗ те часах урҫана тӑрса юлнӑ, иккӗшӗн те пӗрер ача пулнӑ. Том хӑйӗн айӑпне туйнипе, хӑйне питех лайӑх мар пулнипе вырӑнта лара-тӑра пӗлмерӗ. Вӑл Эмми Лоренс куҫӗпе тӗл пулма хӑяймарӗ, Эмми йӑвашшӑн та ачашшӑн пӑхнине хирӗҫ пӑхмашкӑн пултараймарӗ. Аҫу аттем ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларса, пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр хӑварнӑ ҫын, мӑнҫул ҫине ҫаратма янӑ мӗскӗн эпӗ. — Мускавра! — терӗ Павел, вара, амӑшӗ умӗнче чарӑнса тӑрса, хытах мар та ҫирӗппӗн калаҫма тытӑнчӗ: — Акӑ, асту ӗнтӗ: унӑн ашшӗ — пуян, тимӗрпе сутӑ тӑвать, темиҫе ҫурт тытать. Унӑн хресченӗсемех каласа пачӗҫ, анчах эпӗ вӗсен сӑмахне ӑнланаймастӑп. Эсир халь ҫавӑн пек тӑвас тетӗр пулсан та, часах ӳкӗннӗ пулӑттӑрччӗ. Эпӗ лайӑх астӑватӑп: юрату, илемлӗх тата савӑнӑҫ темле пӗлме ҫук вырнаҫса тӑракан вырӑн ҫинчен, чун ҫинчен кукамай пит асӑрханса калаҫатчӗ, лайӑх ҫын вилсессӗн, шурӑ ангелсем унӑн чунне кӑвак пӗлӗт ҫине, кукамайӑн ырӑ турри патне илсе каяҫҫӗ тесе ӗненеттӗм эпӗ, турӑ вара ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илет теттӗм. Ҫавӑн пек илемсӗр япалана, тӑрӑшшӗпе фут ҫурӑллӑскерне, Паганель вӗлерчӗ. Аскӑнлӑ сунарҫӑ ученый бандикута пурпӗрех питӗ чипер терӗ. Вӑл ҫак ачаш сӑн-пит мӗнле тухассине халех курса тӑчӗ. Вӑл мана унтан-кунтан юсакаларӗ. Риккардо начар юсанӑ, тет, анчах вӑл хӑй врач пулнипе ӑмсанса ҫапла калать пуль. Ҫырма патне ҫывхарнӑ чух, аякранах эпӗ шавланине, ҫухӑрашнине тата Савельич сассине илтрӗм. Акӑ, вӗсене чылай ватӑ та сӑпайлӑ, урӑ та таса пурнӑҫпа пурӑннӑшӑн пурте хисеплекен ҫын Миронов чарса тӑратрӗ. Гусев ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ: — Мӗскер? Калле, аялалла, этемлӗх вӑйӗн ҫӑлкуҫӗ патне анасси, хӑй ӑстӑн енчен хавшанӑран мар, темӗнле тата ҫӳлерех сикес умӗн хӑвӑрт чупса пырасси, вӑл тахҫан ҫӳлелле улӑхассине хӑнӑхнӑ пекех, унӑн туртӑмӗ тулли те вӑйлӑ пулнӑ. Знакӗсене халех ҫӗлесе хурӑр, унтан вара калаҫӑпӑр. Вара пӗчӗк лейтенант ӑна ураран пуҫласа пуҫ патне ҫитичченех пӑхса илчӗ. — Ман отряда-и? Ку ҫын Иван Никифорович хӑех пулчӗ! — Эпӗ Одинцова, — терӗ вӑл. Паян мӗн пулни ҫинчен ыран пӗтӗм хула пӗлӗ, вара манпа тӗл пулсан, шпионсем ҫапла шухӑшлӗҫ: «Ку ӑсран тухнӑ Диэго, вӑл площадьре хӑйӗн ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ» тейӗҫ. Анчах унти йӗкехӳресем пӗрре те кунти пек мар, вӗсем кролик пек курӑк ҫисе пурӑнаҫҫӗ. — Выльӑхӗсене пусаҫҫӗ… Харпӑрлӑхӗсене шеллеҫҫӗ. — Кам ку? — сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пек ыйтрӗ вӑл. Ҫуртсене ҫӗр миллион километртан телескоппа курас тесен, ҫав ҫуртсен ҫӳлӗшӗпе сарлакӑш вуншар километр пулмалла. — Сутас е илсе сутас, ҫапла шутлатӑп эп!.. — мӑшкӑлларах кулса каларӗ португал. Эсӗ-и? Ӗлӗк чухне вӑл тетӗшӗ ҫинчен — ӗненекен ҫынсем тӳрӗ пурнӑҫлӑ таса ҫынсем ҫинчен мӗнле шухӑшлаҫҫӗ — ҫавӑн пек, сӑваплӑ хисеппе шухӑшланӑ, халӗ вӑл унран шикленнӗ, мӗншӗн тесен, унӑн тӑванӗ йывӑр асапсен хакӗпе, ссылкӑра сая кайнӑ ҫамрӑклӑх хакӗпе — пурнӑҫа та, этемсене те тӳрӗ тума хӑйне валли тивӗҫлӗх туяннӑ… Алта пуҫсем, пуҫсем, пуҫсем йӑшӑлтатаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн вуник ҫулхи хӑюллӑ пит-куҫлӑ шӑлнӗне аллинчен тытса тӑнӑ. Ачи хӑйӗн аппӑшне хӳтӗлесе усракан ҫын пекех курӑннӑ, хӑйӗн аппӑшне кам та пулин ҫителӗклӗ хисеп тумасть пулсан, ӑна вӑл ҫавӑнтах тавӑрмашкӑн хатӗрленсе тӑрать пек туйӑннӑ. — Мана калаҫҫӗ: «Оленин». Йӗрӗнсе те кулса пӑхрӑм эпӗ вӗсем ҫине. Вӑл Болгаришӗн кӗл турӗ!.. Халь вӑл мана пӗтӗмпех пӳлсе хучӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ. Виҫӗ утӑм ҫитми леш ҫын патне пырса тӑчӗ те вӑл, пӗррех парас тесе, мӗнпур вӑйӗпе аллине сулса ячӗ — ҫапнах пулсан ӗнтӗ, палламан ҫынни, хӑй тӗреклӗ пек курӑнать пулин те, ура ҫинче тытӑнса тӑрайман пулӗччӗ-и тен, — анчах ҫав вӑхӑтра ун пичӗ ҫине уйӑх ҫути ӳкрӗ те, Левко тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: ун умӗнче ашшӗ тӑрать-мӗн. Унти халӑхсен чӗлхине пӗлмен пулин те, эпӗ вӗсен ӗмӗчӗсемшӗн пуҫа хума хатӗр тӑнӑ. Сергей йывӑҫ айне ларчӗ, ывӑнса супнӑ ӳчӗпе йывӑҫ ҫумне тӗршӗнчӗ те куҫне хупрӗ. — Прилив ҫӳле ҫӗкленнӗ, капитан; ӑшӑк вырӑнсенчен иртсе кайма май пулӗ тен. Горница тӑрӑх уткаласа вӑл каллех калаҫма пуҫларӗ: — Эпир октябрь уйӑхӗнче каялла чакнине, — терӗ вӑл, — историксем малашне, ҫӗнтерӳллӗ наступленисене тӗпчесе вӗреннӗ пекех, ҫав тери тӗлӗнсе, интересленсе тӗпчесе вӗренӗҫ. — Николай ҫинчен нимӗн те калаҫмаҫҫӗ-и? — хуллен ыйтрӗ амӑшӗ. — Ку вӑл — философи мар… наказани! — ҫурма сасӑпа каланӑ Фома. Муромски Берестовран ҫӑмӑл урапа ыйтса илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл ыраттарнӑ хыҫҫӑн киле юланутпа кайма пултарайман. Ҫакӑнпа спектаклӗн пӗрремӗш пайӗ пӗтрӗ, оркестр каллех Австри гимнне шӑрантарса ячӗ. — Мӗнле ӑнланмалла ӗнтӗ ку «ирӗклӗ» текен сӑмаха? — каллех ыйтрӗ Квакин. Вӑл ялтан тухрӗ, анчах часах ӑна ҫав лав хыҫҫӑн утма хӑрушланса ҫитрӗ. Эсӗ вӗт манӑн вилнӗ пиччен, юратнӑ пиччен хӗрӗ. Проливран тухсан, эпир кӗрлесе тӑракан хумсем ҫине лекетпӗр, вӗсем мана часах мӗнпур чӑрмавсенчен хӑтарӗҫ. — Ан калаҫ кирлӗ мара, атте! — пӑшӑлтатса илнӗ Фома. Факт! Ун патне ҫынсем сайра хутра та ӑнсӑртран ҫеҫ кӗркелесе тухнӑ — пӳртре ӗнтӗ килте лартса тунӑ тапак шӑрши пачах пулман. Вӑл насус патӗнче яланах халӑх нумай пуҫтарӑнни ҫинчен аса илчӗ: шуррисем, мулатсем, хура ӳтлисем, арҫын ачасемпе хӗрачасем хӑйсен черечӗ ҫитессине кӗтсе тӑраҫҫӗ, вылямалли япаласене улӑштарса суту тӑваҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ. Амӑшӗ те, ачи те, чурасен караванӗнче ҫуран утнӑ пулсан, чӑтаймастчӗҫ ӗнтӗ асапа. Анчах хӑйсене йӑтса пынипе тата ыттисенчен лаиӑхрах пӑхнипе вӗсем иккӗшӗ те хӑйсене чиперех туйрӗҫ. Тӑвӑл чӑнах та пит хӑрушӑччӗ, хумсем тем ҫӳллӗшчӗ. Ун халӗ те чӗри тапмасть пекех, вӑл савӑннипе ӳсӗрӗлсе кайнӑ тейӗн, анчах та унӑн шалти асӑрхануллӑ туйӑмӗ хӑй ывӑлӗ лӑпкӑ, яланхи пек пулнине курас кӑмӑл ҫуратрӗ. Хурӑн патнерех утса пычӗ те унӑн тӗлӗнмелле ҫути пит-куҫа уҫӑлтарсах янине туйрӗ,— вара сасартӑк ӑна хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер ҫӗкленнӗн туйӑнчӗ… Ергушов пуҫне суллакаларӗ. Паян манӑн ӗҫ ӑнса пычӗ-ха, эпӗ малтан мӗн-ма тухрӑм-ши тесе хӑрама тытӑннӑччӗ. Захар асаилӳсем килсе капланнипе кӑшт салхуланчӗ, анчах пӗр кӳрентерекен ыйту памасӑрах алӑсем харӑс ҫӗкленсе партие йышӑнсан, унӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ, кӑвакарнӑ пуҫӗ текех усӑнмарӗ. Пуринчен малтан, ҫакӑ паллӑ: вӑл лётчик, лайӑх лётчик, унӑн тренировкисем валли хаклӑ бензина нормӑран ытла усӑсӑр тӑкакламан. «Ҫӗлеме те, виҫсе касма та вӗрентетӗп, — тесе ҫырать вӑл кӗскен, — санпа Саньӑна тав тӑватӑп. Алли унӑн чӗтре-чӗтре илет. Тӗлӗнмелле — Даша инке мана пӗрре пӑхнипех палласа илчӗ. Сирен икӗ ура мар, икӗ пӳрне ҫеҫ ҫук пулнӑ пулсан та эпӗ сире хӑвӑр тӗллӗн вӗҫме яма пултараймастӑп. Ыйтрӗҫ… ыйтрӗҫ… вӗсем мӗн ыйтнине кам пӗлтӗр ӗнтӗ; халӑх вӑл ухмах вӗт, аттеҫӗм. Халӑх сасартӑк хускалма тытӑнчӗ, ларакансем тӑчӗҫ, пӗр самантлӑха пурте шӑпланчӗҫ, темрен асӑрханнӑ пек пулчӗҫ, нумайӑшӗн сӑн-пичӗсем шурӑхса кайрӗҫ. Лиза хуҫкаланнӑ, калаҫӑва шӑл витӗр, сӑмахсене тӑсарах тата французла ҫеҫ калаҫнӑ. Вӑл килте пӗчченех: Николай Артемьевич шӑппӑн таҫта тухса шутарнӑ, Анна Васильевна ҫӳлти хутра пуҫне йӗпе алшӑлли ҫыхса выртать. Эпир, паллах, вӑрҫмасӑр та калаҫса татӑлма пултарнӑ. Унсӑрӑн — ответ тытмастӑп! — Пиртен кирек кам та харпӑр хӑйшӗн ответ тытать, анчах ыран тырруна турттарса килмесен, — вӗлеретӗп! Укҫа манӑн. Мана вӑл музыка инструменчӗсен ячӗсене каласа парса, вӗсен формисене ӳкерсе кӑтартрӗ, вӗсем ҫинче вылянӑ чух калама тӳр килекен техника терминӗсемпе паллаштарчӗ. Эпӗ вырӑнтан тӑтӑм, стена ҫинчен пӑшала илтӗм те унпа Евпсихий Африканович патне пытӑм. Стариксем калаҫма чарӑнаҫҫӗ. — Мӗн эсӗ манран ыйтатӑн, Лу? Килӗнче хӑйӗн арӑмӗ пур, хи-итре хӗрарӑм! Чӑнлӑха чӗререн юратни ҫеҫ ман историн ҫак пайне пӗлтермесӗр пытарса хӑварма кансӗрлет. Эпӗ ҫиленсе тарӑхнинчен ним усӑ та тухмарӗ. Секретарь портфель питӗркӗчне хыттӑн шӑкӑртаттарса илчӗ, типпӗн ҫапла каласа хучӗ: — Эсӗ ҫулпуҫӑн кирек хӑш сӑмахне те хӑв пӗлнӗ пек ӑнланасшӑн, анчах районшӑн райком бюровӗ, ятарласа эпӗ ответ тытатӑп. Костя ӑна ӑнланса илеймерӗ, ҫапах та вӑл унӑн чунне савӑнтарчӗ. «Кусем пирӗн пата-ши вара?» — шухӑшласа илчӗ хӗрарӑм. Ҫынсем вӑрӑм ту хысакӗсем курнӑ. Галилей вӗсен ҫӳлӗшне сӑрт-тусенчен ӳкнӗ мӗлкесем тӑрӑх виҫме вӗреннӗ. Пирус чӗртнӗ май вӑл пӗрмай тӗпчерӗ, анчах хӑйне хирӗҫ каласса кӗтмерӗ, амӑшне тата ҫамрӑк йӗкӗте кӑвак куҫӗпе ачашшӑн пӑхса тӑчӗ. Унтан та кунтан, ҫӗр айӗнчен, пӗчӗккӗн ҫеҫ тӗтӗм мӑкӑрланса тухма пуҫларӗ, — шӑнса кайнӑ боецсем, тӗттӗм пуласса кӗтсе илме хал ҫитереймесӗр, хӑйсен вӑрттӑн ҫӗр пӳрчӗсенче вучах чӗрте-чӗрте ячӗҫ. А Алексей Иваныч, акӑ, халӗ те манӑн тырӑ кӗлетӗнче, хурал аллинче ларать, унӑн хӗҫне илсе Василиса Егоровна ҫӑрапах питӗрсе хунӑ. Вӑл кресло ҫине анса ларчӗ, пуҫне аллисемпе тытса хутланчӗ, Яков ӑна хулпуҫҫийӗнчен чышкипе ҫапса кӑшкӑрчӗ: — Яр! Пӗрреччен суккӑра кӑтартнӑччӗ… Тӗлӗнсе кайӑн! Пур инкекӗсем те пӗр сӑлтавран кӑна килетчӗҫ — эпӗ нихҫан та ташлама пӗлмен. Сулӑ ҫӗнӗрен тикӗсех мар ҫулпа ҫӳлелле шӑва пуҫларӗ, ҫапла эпир икӗ минута яхӑн хӑпартӑмӑр. — Манӑн аттен кунта ӗҫ пур; — терӗ вӑл малалла пӗчӗк канав урлӑ сиксе: — ну, вӑл мана ыйтрӗ… Ҫӑмне каснӑ чухне тӗк тӑтӑр тесе, эпӗ ҫав анчӑка тем пысӑкӑш сумка сухари ҫитерсе ятӑм, ӗҫ авӑ епле пулнӑ унта… Танксен ҫак калама ҫук вӑйлӑ атакине, тӑшман укрепленийӗсен юлашкийӗсем ҫине ҫӗршер машинӑсем пӗр харӑс ыткӑнса пынине Мересьев халь сӑнанӑ пек сывлӑшран сӑнас пулсан — вӑл ачана та, хӑравҫӑ хӗрарӑма та хӑратас ҫукчӗ. Кайса пӑхӑр-ха ун патне мачча ҫине… — терӗ. Вӑл ун куҫӗнчен пытанасшӑн тӑнӑ пек туйӑнчӗ, ӑна вӑл кирек хӑҫан та курма пултаратчӗ-ҫке. Эпӗ сире укҫа тӳлӗп. Хоспоти, манӑн турӑмҫӑм, хамӑн производительсемпе виҫӗ талӑк хушшинче мӗн чухлӗ намӑс курмарӑм-ши эпӗ — шутне те тупас ҫук! Анфиса Марковна, халь вӑл хӑй ҫӳреме пултараймасть, эсӗ хӑвах ҫаврӑнса килетӗн пуль эппин, чупса ҫаврӑн-ха хӗрарӑмсем патне, халех… Унӑн Смолин умӗнче хӑйӗн шухӑшӗсене калас килнӗ; вӑл унӑн сӑмахӗсен тивӗҫлӗхне ӑнланнине, хӑй, ахаль купец хӗрӗ пек, ҫӗтӗкҫӗ, ташлуҫӑ анчах маррине ӗнентересшӗн пулнӑн Смолин, унӑн кӑмӑлне кайнӑ. — Ҫапла ҫав… Докторӑн каҫ выртмалли вырӑн та ҫукчӗ-ха, ӑна тӑвас тесен хӑвӑртрах полка таврӑнмаллаччӗ. Каҫ иртрӗ-иртрех ӗнтӗ, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Машина ҫинче, вӗсемсӗр пуҫне, тепӗр хӗр — ҫарти почтальон пулнӑ. Вӗсем те пулин сывӑ юлччӑрахчӗ! Кӑнтӑр тӗлӗнче те тӗксӗммӗн, хаяррӑн курӑнакан Царихцино замокӗн ишӗлчӗкӗ патне экипажсем ҫитсе чарӑннӑ вӑхӑтра хӗвел ҫӳле хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ. Бей хаяррӑн пӑхса илчӗ онбашие. Унӑн чысне чакараҫҫӗ иккен. Анчах Щукарь мучи сасартӑк тискер кайӑк пекех кӑшкӑрса ячӗ, хайхи сиплевҫӗ-карчӑка урипе тапса тӑрантарчӗ те икӗ аллипе те чӳлмеке ҫатӑрласа тытрӗ. Эпӗ савӑнсах ҫывӑрса кайрӑм. «Ая-я-я-я-я-я-я!» — ҫинҫен ҫӗкленсе кайса, арҫынсен хулӑн сассисем ҫийӗн янраса тӑрать хӗрарӑмсен ҫивӗччӗн ҫухӑрашнӑ сасси. Калаҫу тин пуҫланнӑччӗ-ха, мӗншӗн тесен американецпа португал пӗр минут каялла ҫеҫ тӗл пулчӗҫ, халь вара пӗр-пӗрне юлашки темиҫе сехетре мӗн пулса иртнине каласа пама пикенчӗҫ. — Эпӗ сирӗн пата, — калаҫма пуҫларӗ ҫӗвӗҫ, урисене хуллен улӑштаркаласа, хушӑран-хушӑран виҫе пӳрнипе ҫанни вӗҫне тытнӑ сылтӑм аллине сулкаласа. — Эппин, сире нихӑҫан та Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ хӗрринче пулма тӳр килмен-и? — ыйтрӗ леш ыйту ҫине хуравличчен. Хулари хӗрарӑмсем вӗсен хӳрисемпе шӑнасене хӑвалӗҫ ӗнтӗ… Мӗнле те пулин чӑрмав сиксе тухсан — ман пата вӗҫтерсе пыр. Иртнинче эпир сире итлесе пӑхрӑмӑр та, эсир пире ылтӑн тӑвӗсем пама пултӑр. «Калчаран пуҫлать тата, хӑй кӗҫех акӑ: «Ну, пуҫтарӑн!» — тесе ярать пулӗ ӗнтӗ. Тен, Половцев пирки кам та пулин кайса каланӑ? Тавтапуҫ! Йӗкӗлтерех ҫапла: «Хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗсемшӗн аслӑ ҫынсене пурне те хӗсӗрленӗ, санӑн та тӳсес пулать, мучи», тет. Турра шӗкӗр, пӗтӗмпех лайӑх пулса иртнӗ иккен. Тинех намӑсланма та ытла кирлӗ мар. Мана курсан, вӑл пушшех хӗрелсе кайрӗ. — Тархасшӑн, ан чӑрманӑр! — хӑвӑрт сӑмах хушса хунӑ Смолин. Илтетӗн-и? — «Эпӗ вилетӗп!» — терӗ Бэла. Ливрей тӑхӑннӑ лакей карета алӑкӗсене уҫать; унтан хура вуаль пӗркеннӗ, хура тум тӑхӑннӑ дама тухрӗ. — Кӑтартса пыр кӑна, иҫ каять вара! Хохол, аллине тӑсса, ӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ те каялла туртса тӑратрӗ. Мӗнех тӑратӑп эпӗ сирӗн умӑрта? Вӑл хӑй хыҫӗнчен утакан икӗ офицерпе ятлаҫкаласа пырать. Ҫав вӑхӑтра туземецсем Дик Сэндпа ун юлташӗсене, ҫыран хӗрне сӗтӗрсе тухса, чурасене сӑнчӑрланӑ пек сӑнчӑрларӗҫ! Вӗреннӗ — ҫапах… — шухӑша кайса каланӑ Фома. Тухтӑр баспа ахӑлтатса кулса ячӗ. Валя вара чӑнах та питӗ тӑрӑшса пӑхатчӗ, хӑй мӗн тунине ыттисем курмаҫҫӗ, тесе шухӑшлатчӗ ӗнтӗ. Кофе ӗҫсен, вӑл ҫӑварне шӑлкалать те ура ҫине тӑма тытӑнать. — Пире такам кӑшкӑрать, — терӗ хуралра тӑракан Гэнтер. Сан аҫупа та пурӑнать, сан аҫу ӑна тытса пӑчӑртанине эпӗ хам куртӑм, — тесен, ҫав хӗрарӑм уншӑн пачах та йӗрӗнмелле пулса тӑчӗ. Санӑн ҫурӑму кӗҫӗтет пулмалла! Малтанхи урокра вӑл кайри урасем ҫинче тӑма тата утма вӗреннӗ, ку ӑна питех те килӗшнӗ. Теприсем кӑшкӑраҫҫӗ, хӑшӗсене чӗнсемпе ҫыхса лартаҫҫӗ, ҫитменнине тата тытса тӑраҫҫӗ, анчах эсир сасӑ та кӑлармарӑр… Унӑн хӑсас килчӗ, вӑл вара кӑкӑрӗпе михӗ хӗрринерех выртма тӑрӑшрӗ. Комендатурӑран вӑл нимӗҫ обмундировании пӗтӗм комплектне илсе таврӑнчӗ; ҫанни ҫумне ҫыхмалли тума ӑна расна шурӑ пир татӑкӗ пачӗҫ. Хуҫӑк таканӗ тепӗр еннелле пӑрӑнса кайнӑ. Телефонпа ыйтрӗҫ те, эпӗ сире килте терӗм. Эпӗ сан умра куҫҫуль юхтартӑм-и?.. Сӑмахран, кӗнеке магазинӗн чӳречинче «Афоризмы и максимы» текен хама ӑнланмалла мар ятлӑ кӗнеке курсан, манӑн ӑна ҫав тери вулас килсе кайрӗ те эпӗ духовнӑй академи студентӗнчен мана ҫав кӗнекене пама ыйтрӑм. — А! Ҫапла, ӑнланатӑп, питӗ аваи, питӗ аван. — Вара пӗр-икӗ сӑмах хушса хучӗ те вӑл хӑвӑрттӑн тухса кайрӗ. Вӑл, хӗрелсе кайнӑскер, хыпӑнса ӳкнӗскер, пӗр самантлӑха ҫеҫ ларма пултарчӗ. Маркиз лашине хускатрӗ. — Пыр повар патне, вӑл сана ӗҫ парӗ. Амӑшӗ ирӗксӗрех кулса ячӗ те, пуҫӗпе сулкаласа, асӑрхаттарчӗ: — Пӗтӗмпех ҫӗнӗлле! — Доктор Ливси, сире эпӗ ҫурҫӗр енчи стена патне тӑма ыйтатӑп. — Хура шӑпа! Фью, фыр! фью! — Мӗнле ӗҫ? — лӑскама тытӑнчӗ Валя ачана. Пирӗн ҫӗнтерӗве ӗненекенсене эпир хамӑрпа пӗрле пыма чӗнетпӗр; кама пирӗн тӗллев курӑнмасть, — вӗсем пирӗнпе ан пыччӑр, ун пеккисене пӗр хуйхӑ ҫеҫ кӗтет. — Ӑҫта эсир? — Паян ирхи кӗлӗ вӑхӑтӗнче соборти регент юрлакан арҫын ачанне хӑлхине пӑрса татнӑ… Тинӗс хӗрринчи ханкӑрсенче пурӑнакансем те унӑн сӑнне — улла калаканскере — чул хысакӗсенче каса-каса кӑлараҫҫӗ, ҫав хушӑрах хӑш-пӗр йӑх ҫул пуҫӗсем кӗтӳҫе пуҫ ҫапакансене вӗлерни те сайра мар, мӗншӗн тесен унӑн вӗрентӗвне ӑссӑрла та хӑрушла тесе пӗтӗмлетеҫҫӗ. Сан ачашлӑвупа та киленсе ҫитме ӗлкӗреймен-ха эпӗ… — Мӗн-ха ӗнтӗ эсӗ, — ӑна асаплантарса, вӑл асапланнине пӑхса киленетӗн-и? — ыйтрӗ хохол. — Юрӗ, Катюша, юрӗ тейӗпӗр-ха. — Николай Антоныч тутине йӗрсех ячӗ. Халӗ ҫав батальонра салтак сахалланнӑ, анчах Париж ҫыннисем чӑрсӑр халӑх вӗт. Е эсӗ унта ӑҫта та пулсан, пӗр-пӗр хӳшӗре, вилсе выртӑн (Анна Васильевна Болгари ҫӗршывне Ҫӗпӗр тундри евӗр тесе шутланӑ), е эпӗ хамӑр уйрӑлнине чӑтса ирттереймӗп… — Ун пек ан калӑр, ырӑ аннем, турӑ парсан, пӗр-пӗрне курӑпӑр-ха. Ҫак икӗ офицер пӗр-пӗрне курман хушӑра Назанский сӑн-пичӗ пӗтӗмпех ӑнланмалла мар улшӑнса кайнӑ. Паганель ҫунатланчӗ. — Юрать, — терӗ герцог. — Анчах малтан укҫана хӑв пытарнине, манран тарма, унтан каялла таврӑнса, укҫана чавса кӑларса пӗтӗмпех хӑвӑра илме шутланине йышӑнӑр. — Эсир пӗлетӗр вӗт-ха, Страсбургра ман чаплӑ кабинет пур. Хам кӗнекем валли материал ытларах пухас тесе, эпӗ ӑна пӑрахса хӑвартӑм. Хирт профессор хушнӑ тӑрӑх, хамӑр ҫарпа пӗрле тухса килтӗм. Пӗр кӳленчӗк куҫ умӗнчен ҫухалать ҫеҫ, тепӗри сиксе тухать. Калӑн, темӗнле улӑп ҫынсем тӗлӗнмелле пысӑк хӑма ҫинче шахмӑтла выляҫҫӗ тейӗн. Анчах пурнӑҫ шӑпи ӑна тӗмле кӳрентерсех, такӑнтарсах пычӗ, ама ҫури ача пек пайсӑр-тӳпесӗр тӑрата-тӑрата хӑварчӗ… Тирек ҫинчи ҫамрӑк ҫулҫӑран епле ырӑ шӑршӑ кӗнине туятӑн-и эсӗ?… Лушка патнелле туртӑнакан, анчах унпа ҫыхланни ырӑ ята пӗтересрен хӑраса пурӑнакан Давыдовӑн текех иккӗленсе тӑрасси ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пӗтрӗ. … Шӑпчӑксем, пӗр самантлӑха та чарӑнма пӗлмесӗр, каҫса кайсах, пикенсех хӑйсен юррине шӑрантараҫҫӗ. Тӑванӗсем ҫакӑн ҫинчен ҫур сехет каярах ҫеҫ пӗлчӗҫ… тен кӑшт маларах, тӗрӗссипе каласан, вӑхӑт ирттерсе тӑмарӗҫ. Тӳрех ум пичӗ ҫине ӳкнӗ хӗвел пайӑркисем уҫрӗҫ-ши ун куҫӗсене е каннӑ хыҫҫӑн пурӑнӑҫ кӗвӗ пулӗ-ши ӑна, анчах куҫӗсем уҫӑлнӑ та, вӑл тапранкалама пуҫланӑ. — Ну? — терӗ Артур тепӗр хут. Ҫапах та, ӗҫ Техасра кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче пулса иртнине манма юрамасть: хӗрарӑмсем те унта лаша ҫине арҫынла утланса ҫӳреҫҫӗ, вара тумланасса та кирлӗ пек тумланса тухаҫҫӗ. — Вӑл сире ҫыхнӑ куҫсемпех, хӑрах аллипех ҫӗнтерме пултарать! Эсӗ аван пӗлетӗн, Шевчук, анчах мӑрӑлтатса калаҫатӑн. Карл Мауер. Священникӗ, унӑн сӑмахне кӗтсе илеймесӗрех, калла тавӑрмалла мар сӑмахсене каларӗ. Акӑ вӑл, Павел, асаплӑ пурӑнӑҫра ҫичӗ кун ҫеҫ пурӑнса курчӗ, ҫак ҫичӗ кун та ӑна ҫулталӑк вырӑнне туянчӗ. Дежурнӑй куҫне уҫрӗ те пукан ҫинчен тӑчӗ. Майор вӗсен хӗҫпӑшалне пӑхса каларӗ:Эпӗ куратӑп: сирӗн иксӗрӗн те Кольтӑн ултӑ зарядлӑ револьверӗсем, иккӗмӗш номер. Ҫил урса вӗрнӗ хушӑра ҫумӑр чӗреслетсе ячӗ, вӑл чалӑшшӑн ҫапса ҫӗре лӑскать; ялтӑр ҫиҫӗм хура пӗлӗте каскаласа ватать, сенкер вутлӑ ҫутипе вӑл йывӑҫсемпе ҫӳл ту тӑррисене эрешлет, сӗм тӗттӗмре шӑранакан асамлӑ ҫак самантлӑх курӑну темле акӑш-макӑш хӑрушӑ вӑйлӑ ҫутӑ вылянчӑкне аса илтерет. Ыйтусене тавӑрма та ӗлкӗрейми пултӑм. Пыр, Павлуша. — Ҫук, каҫарӑр, эсир, ахӑртнех, урӑх япала ҫинчен калаҫатӑр пулас. Вара эпӗ хам тӗрӗс чухланипе тӗппипех пӗлсе илтӗм — унӑн тӑмсайла сӑн-пичӗ хӑранипе те ҫиленнипе улшӑнса карӗ, вӑл ҫавӑрӑнкалама тытӑнчӗ те:— Кӑтартса пар эпӗ илнине! — тесе ҫинҫен уласа ячӗ. Старик те вара, ҫакнашкал йывӑр хурлӑх умӗнче сӑмах вӑйсӑр пулнине ӑнланса, шарламарӗ. Анчах эсӗ апат ҫине куҫупа ҫеҫ шӑтарас пек пӑхса тӑрсан, вӑл сана ытларах тӑрантарма пултарӗ-и мӗн? Пӗр ҫур уйӑх вӑл мана тӗрлӗ майпа асаплантарчӗ, кулчӗ, йӗрес патнех ҫитеретчӗ темелле, — вулама вара вӗрентрӗ вӗрентрех, кайран вара хӑнӑхса кайрӑм та алран та пӑрахайми пултӑм. Унта вӗсем йывӑҫ ҫумне кӑкарнӑ, хуҫине кӗҫенсе кӗтсе илекен лашана курчӗҫ. Эс куртӑн-и — ну? — Качча тухни мӗн вӑл? Эсӗ, тархасшӑн, лашасене хатӗрлесе тӑратма хуш. Тӑватҫӗр аллӑ ҫул каялла, Колумбпа Магеллан кайса ҫӳриччен, Ҫӗр ҫапла кӑна тесе шухӑшланӑ та. Тӗттӗм пулсан, Огнянов Мӑнастир ҫырмин чуллӑ йӑлӑмӗнчен тухрӗ. Купцасенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫак монополипе кӗрешме шут тытнӑ та, проливсене урӑх ҫӗрте шырама пикеннӗ. Ҫак патша фельдфебелӗ, хӑйӗн ӑратнисенчен ҫичӗ ҫын пухса, банда тунӑ та таврари ҫулсем ҫинче наганпа хӑратса ҫӳренӗ: юн тӑкма вӑтанман вӑл, спекуляцие тиркемен, май килсен, совет работникӗсене те ирттерсе яман. — Вӑл ниҫта та каймасть-и вара? Артурӑн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ. Шутпала, унӑн никамран малтан ӳкмелле, анчах та вӑл утать те утать, ҫынсене те хавхалантарать: ҫывӑх ӗнтӗ, ҫитесси нумай юлмарӗ, тет, выртакансен пуҫӗсем ҫийӗнче пистолетне вылятать: тӑр, атту персе пӑрахӑп, тет… Вӑл ҫак сарӑ урайлӑ, тап-таса йывӑҫ ҫуртра пурӑнмалли хӗрарӑмах ӗнтӗ. Анна Степановнӑра темле авалхи вырӑссенни пекреххи темскер пурах. — Ҫук, тӗрӗс каламастӑр эсир, Чезаре. — Хакӗнчен пӑхсан, лайӑх пулмалла пек. Сывӑ пулӑр. Парижа часрах ҫитсе, аннӗре ырӑ чыслӑхлӑн, сывӑ курма турӑ пулӑштӑр сире. Эпир вара, арҫынсем, ҫӳретпӗр, сӑнатпӑр, пире ним те пӑшӑрхантармасть. «Пӗлетӗп, мана лектереймӗр!» — тесе шухӑшлатпӑр. Ҫӳреҫҫӗ, сӑнаҫҫӗ, хӗрӗсем пурте вӗсем валли пулнӑшӑн питӗ кӑмӑллӑ хӑйсем. Анчах кур, асӑрханмарӗ те — шалт, лекрӗ те! Вӗсен такам апчху турӗ, ӑна пӑшӑлтатса вӑрҫса илчӗҫ; чаршав хыҫӗнче йывӑррӑн сывлани, хушӑран-хушӑран кӗскен йынӑшни, минтер ҫинче пуҫне хускаткалани илтӗнет. Чӑнах та капитан пӗр сӑлтавсӑр мар лӑпланаймасть; ҫиле пула хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнса каякан «Дункан» меслетсӗр пысӑк хӑвӑртлӑхпа Австрали ҫыранӗсем патне ыткӑнать. Вӑт мана чӗнсе илеҫҫӗ те тумлантараҫҫӗ; ҫапла вара эпӗ, тумланнӑскер, ҫӳретӗп, унта кирлӗ пек е тӑратӑп, е ларатӑп. Калаҫҫӗ: ҫапла кала, теҫҫӗ, — вара эпӗ калатӑп. Хӑшӗсем — ку хӑрушӑ, мӗншӗн тесен Совет влаҫне хирӗҫле элементсем, шургвардейца, кулак, пуп тата ытти те пулнӑ ҫынсенчен хӑш-пӗрисем ҫӗршывӑн аслӑ органӗсене кӗрсе кайма пултараҫҫӗ, теҫҫӗ. Том тахҫанах сывалнӑ ӗнтӗ, хӑйӗн пулине сехет сӑнчӑрӗпе ҫакса ҫӳрет, час-часах миҫе сехет тесе ун ҫине пӑхать; урӑх ҫырмалли ҫук, ҫакӑншӑн эпӗ питӗ савӑнатӑп, мӗншӗн тесен кӗнеке ҫырасси ҫакнашкал чӑрмавлӑ ӗҫ иккенне пӗлнӗ пулсан, ӑна тума пачах тытӑнмастӑм, ӳлӗмрен ӗнтӗ нихӑҫан та кӗнеке ҫырмастӑп. Мӗн пирки вара эпӗ халиччен те чӑнласах юратса курман?» — тухса тӑчӗ ун умне ыйту. Сима Симаков сиксе тӑчӗ. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен хӑй политика ҫинчен калаҫма юратать, калаҫӑвӗсенче — анлӑ пӗтӗҫтерӳсем тума, пурнӑҫра мӗн пуррине хӑйне майлӑ хак пама тӑрӑшать. Ҫичӗ сехет тӗлӗнче каҫхине хӑнасенчен хӑшӗ-пӗрисем киле кайма шут тытрӗҫ, анчах та пунш ӗҫнипе кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ килхуҫи, хапхана питӗрттерсе, ыран ирччен никама та кӑларса ямастӑп, тесе пӗлтерчӗ. Унтан вара вут пуленкисене купаласа пӗтернӗ те каллех тухса вӗҫтернӗ. — Тӗлӗнетӗп, мӗншӗн эсир Бразилие пӑрахса килнӗ. — Чарӑнӑр! — хыттӑн кӑшкӑрать Зеб. Кичем вӗсене, намӑс, ҫавӑн пирки хӑйсене питӗ хаяр ҫынсем пек, сире ҫилленнӗ пек кӑтартаҫҫӗ. Иван Иванычпа Егорушка ун патне ҫывхарчӗҫ. — Аннӳ килӗнчех-и? Алексей хӗре завод патӗнче кӗтсе илнӗ те — икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт патне ҫити ӑсатнӑ. Кунта Ольӑн пӗчӗкҫеҫ, самолёт кабини пек, ҫутӑ таса пӳлӗм пулнӑ. — Ачи тӗрӗс калать, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Застенная урамӗ-ши вара ку? Рене-Жан темӗнрен пытаннине курсан, Гро-Ален хӑй те пытанма тивӗҫлӗ тесе, ун ҫумне пырса лӑпчӑнчӗ. — Эпир Вандея ҫинчен калаҫрӑмӑр, — терӗ Робеспьер. Юманӑн тачкӑшне пӑхсан, вӑл Яков Лукичпа пӗр тантӑш теме пулать, ҫавӑнпа та Яков Лукич, ывӑҫ тупанӗ ҫине суркаласа илчӗ те, касма пӳрнӗ йывӑҫа шеллесе, ун ҫине салхуллӑн пӑхса тӑчӗ. Банник сулӑнса кайрӗ, стена ҫумне пырса таянчӗ, — шуратнӑ стенана ҫурӑмӗпе сӑтӑрттарса, ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анма пуҫларӗ, ӳкрӗ. Боб, эсир Томпа хатӗр пулсан, хӑвӑр вырӑнӑрсене йышӑнӑр! — Эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ, вӑл хӑйпе пӗрле витӗрех витерекен сивӗ илсе килет, анчах… — Сивӗ ҫеҫ мар, сэр. Мӗшӗлтетсе тӑма юрамасть. «Мархаба», — терӗҫ арабсем короле, Вӑтаҫӗр Африка чӗлхипе куҫарсан, ку «ырӑ сунса кӗтетпӗр» тени пулать. Тӳррипех калатӑп: ку йӑлтах ӑнланса илмелле мар япала, — ку тӗрӗссипе… ҫук, ҫук, пачах ӑнланмастӑп. Сан пеккисемшӗн тесен, хӗрарӑмсем каҫсах каяҫҫӗ: вӑйлӑ, чипер, пуян… Хуҫасса хӑйӗн тарӑхтармалла тирлейсӗрлӗхӗ пирки хуҫнӑ. Ку та сахал — юри тенӗ пекех хуҫнӑ. Пугачев пӗррех тапрӗ алӑка; ҫӑра татӑлса ывтӑнчӗ; алӑк уҫӑлчӗ те, эпир кӗтӗмӗр. Питтсбургри заводсенче туса кӑларнӑ таса кукуруза шывӗнчен лайӑххи ним те ҫук! Никам та урӑхла сӑмах калас ҫук ӗнтӗ кун пирки… Ӑҫталла каятӑр? — Кирек мӗнле айӑп тунӑ пулсан та, — терӗ Монтанелли, — вӑл ҫынна закон тӑрӑх суд тумалла. Анчах виҫӗ сехет ҫитерехпе майор омбун тымарӗсем шыв тӗпӗнчен шӑйӑрттарса пынӑ пек пулнине асӑрхарӗ. Хӑвах пӗлетӗн, кунта йӑли ҫакнашкал пулсан та, чӗнмесӗр ҫӳреме лайӑх мар пек туйӑнать… Ҫӗнӗ балаганӗ ун ҫав тери аслӑ, ҫирӗп, пурӑнма меллӗ, тымартан авса тунӑ пӗчӗкҫӗ сӗтелсемпе тенкелсем лартса янӑ вӑл унта, генералсемпе полк командирӗсем валли кӑна тӑваҫҫӗ ун пек балагансене: аяккисене тата маччине, ҫулҫӑ тӑкӑнасран, виҫӗ кавир карнӑ, кавирӗсем кӗрнексӗр, анчах та ҫӗнӗ, хаклӑскерсем пулас. — Ҫук, Дик капитан, — хирӗҫлерӗ Актеон. — Геркулес, Бат, Остин тата эпӗ ку ӗҫе хамӑрах тӑвӑпӑр. — Ав мӗнле? Карап ҫинче Дуа-Тара чи юлашки матрос вырӑнӗнче пулнӑ. — Атя, — Тоня ӑна, хулпуҫҫийӗнчен тытса, балкон ҫине тӗртсе кӗртрӗ. Нумай ҫын ҫерем ҫине выртрӗ. Вӑл число лартрӗ, алӑ пусрӗ, хутне майлатса хутларӗ, унтан пичет пусса вестовоя пачӗ. Вестовой тухса лашине утланчӗ те ҫулпа чуптарчӗ. Дежурнӑй, илсе кайӑр вӗсене штаб начальникӗ патне, ман ятпа вӗсене апат ҫитерме, ҫӗр каҫмалӑх вырнаҫтарма хушӑр. Тарӑхса тӑкӑлнине пула калас сӑмахне пӗтереймерӗ вӑл. Никам курмасть пире. Ну, эп кайрӑм. Майорӑн распоряженийӗпе рожок кӑшкӑртаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, унпа калаҫма та кирлӗ пулман. Эпӗ Олд-Джурире пӗр пӗчӗкрех ҫуртӑн пӗр пайне хваттер илтӗм те, тусӑмсем канаш панипе Ньюгет урамӗнчи чӑлхаҫӑн мистер Эдмонд Бертонӑн иккӗмӗш хӗрне, мисс Мери Бертона, качча илтӗм, хӗрӗшӗн мана тӑватҫӗр кӗренке хулӑм укҫи пачӗҫ. Марыся, хӑй пултарнӑ чух, ун арӑмне пулӑшсах тӑратчӗ, халӗ акӑ ӑна хӑйне те ҫын пулӑшмалла. — Эсир кунта-и, Джим! — терӗ Артур, ун патне пырса, ломбардеца пӳлӗмӗн тепӗр кӗтессине чӗнсе илсен. Хӑй мӗнле вӗҫнине ҫӗр ҫинчен питех те тинкерсе сӑнаса тӑнине астуса, халӗ унӑн пурнӑҫӗнчи чи пысӑк ыйту — вӑл малашне вӗҫесси е вӗҫес марри татӑлнине пӗлсе, Алексей ҫак кунхине хӑйӗн мӗн тумаллисенчен те ирттерчӗ. Тусан пӗлӗтӗнче ҫакӑнса тӑчӗ те — тӳпенелле метеор пек вирхӗнсе ҫӗкленчӗ, тискер-хаяр Магацитлсене хӑйсен ҫӗр-шывне илсе кайрӗ. Унсӑр пуҫне вӑл хаҫатра тата вунӑ долларлӑх пӗлтерӳсем пичетлеме пулнӑ, укҫине малтанах тӳлесен, вӗсене тӑватӑ долларпах пичетлесе пама шантарнӑ, лешсем килӗшнӗ. Вӑл шунӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ. Каласам мана хӑв ятна? Ырӑ кӑмӑлушӑн сире тавтапуҫ. Карчӑк хыр хӑййи ҫыххипе хӗнерӗ, вӑл питех ыраттармастчӗ, анчах ҫурӑм тирӗ айне пит нумай шӑрпӑк тарӑнах кӗртсе хӑварчӗ; каҫпала манӑн ҫурӑм ҫытар пек шыҫса хӑпарса карӗ, тепӗр кунне кӑнтӑрла вара хуҫан мана ирӗксӗрех больницана турттарса каймалла пулчӗ. — Хӑравҫӑ! — терӗ капитан. Акӑ халӗ пысӑк та вӑйлӑ ҫын, ҫирӗп большевик, тинӗс тӑвӑлӗсенче пиҫӗхнӗ, пин те тӑхӑрҫӗр вунпиллӗкмӗш ҫултанпа РСДРП(б) членӗнче тӑракан Балтика тинӗсенчи матрос Федор Жухрай хӑй ҫине чарнӑ куҫӗсемпе тинкерсе пӑхакан ҫамрӑк кочегара пурӑнӑҫӑн чӑн енӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа ӑнлантарать. Калаҫу сасартӑк чарӑнчӗ. Миките нимӗн те чӗнмен. Тата ҫур сехет иртрӗ. Джимшӑн нимӗн те хӑрамалли ҫук», — терӗ. Анчах вӑл ҫук, эпе ӑна нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та курас ҫук ӗнтӗ. Тарас чей кашӑкӗпе выляса ларнӑ, ӑна пӳрнисем хушшинче ҫавӑркаланӑ май, вӗсем ҫине куҫ айӗн пӑха-пӑха илнӗ. Ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ горизонта хупӑрласа илнӗ. Тепӗр кунне, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, Марья пӗҫернӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ икӗ чӳлмекпе Власова фабрикӑра пулчӗ, Марья хӑй сутӑ тума пасара кайрӗ. Ҫиҫӗм икӗ ҫӗрте ялтӑртатрӗ, лавсене, лавҫӑсене, ҫула мӗн вӗҫне ҫити ҫутатрӗ. — Ҫук, эпӗ пулӑшу ыйтма мар, каҫару ыйтма килнӗ. Манса кайнӑ пуль ун ҫинчен, хуть те мӗн пултӑр тесе пӑрахнӑ пуль ӑна текен чӑтма ҫук хӑрушӑ та тискер шухӑша чӑтаймасӑр, вӑл темиҫе хутчен те лав ҫинчен сиксе анса пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫулпа каялла ыткӑнас патнех ҫитрӗ, анчах ҫул хӗрринчи тӗксӗм те чӗмсӗр хӗрессене аса илни — вӗсене вӑл, шутламалли те ҫук, тӗл пулатех — тата аякра ҫиҫӗм ялтӑртатни кашнинчех ӑна ҫапла тумашкӑн чарса тӑчӗҫ… Вӑл сиксе тухма пултаракан пур иккӗленӳсем ҫинчен те астутарать, вӑл хӑйне хирӗҫ калакан тӗслӗхсене те хӑех тупса парать. — Апла, айвантарах эппин? — Килнӗ ҫын кубанкки айӗнчен чеен пӑхса илчӗ. Эпир йӑнӑш ҫулпа кайнӑ! Кук экспедицинчи ботаниксем кунти вырӑнти флорӑна тӗпчесе пӗлессипе нумай сӑнавсем туса ҫӳренӗ, ҫитменнине туземецсем вӗсене хӑйсен киммисем ҫине лартса ҫӗр ҫине илсе тухнӑ. Сана та вӗлереҫҫӗ асту, — мӑкӑртатать Мигун, унтан кӗтмен ҫӗртенех хуллен юрӑ пуҫласа ярать: — Меня-а мамонька любила-а, — Говорила: Эх-ма, Яша, эх-ты, милая душа, Живи тихо-о… — Тӗслӗхрен акӑ, эпир санпа иксӗмӗр, ху калашле, ҫамрӑк, лайӑх ҫынсем, тейӗпӗр; пирӗнтен кашниех хӑй валли телей тупасшӑн… Суранӗ ӑҫтине Андрей кураймарӗ те. Яла кӗнӗ ҫӗртех, симӗс хӳмеллӗ пӗчӗк сад патӗнче, илемлӗ арка хӑтӑлса юлнӑ, ун ҫинче тутӑхнӑ петлеллӗ алӑк кӑриклетсе уҫӑлса хупӑнкалать. Килӗшетӗн-и? Тоня, нимӗн тума аптӑраса, вӑтаннипе пӗр хӗрелсе, пӗр шуралса каять. — Ун пек эпир путма та пултаратпӑр вӗт, — терӗм эпӗ Владимира. «Горпино!» кӑшкӑрса ячӗ Иван Никифорович: «илсе кил-ха Иван Иванович валли хӑймапа пӗҫернӗ кукӑль те эрех». Ун хыҫҫӑн урӑххисем те пыра-пыра кӗнӗ. Вӑл сирӗн айӑпсем чӑнах та пит пысӑккипе килӗшрӗ. Ҫапах та его величествӑн ӑна чӑннипе ҫав тери илемлетекен ырӑ кӑмӑлӗ, монархсен пысӑкран та пысӑк ырӑ ӗҫӗсем, кунта та палӑрма пултарӗҫ. Паллах, Ленӑна Воропаевӑн малтанхи пурнӑҫӗ хӑратать, ҫав малтанхи пурнӑҫа вӑл кирек хӑш минутрах таврӑнма пултарнӑ, Воропаев пӗр пурнӑҫа пӑрахса тепӗр пурнӑҫ тума тытӑнни ӑна хӑратнӑ, анчах Лена ӑна юратнӑ. — Кала мана чӑннипе, Джим: ку карап Флинтӑн мар-и? — терӗ. (Пурте кулаҫҫӗ, ырласа алӑ ҫупаҫҫӗ.) Унтан ҫырӑва вуласа тухрӗ те, унӑн чӗри пӑчӑртанса илчӗ. Капитан хӑйӗн юлашки кунӗсене Колпаков повӑрпа пӗр михӗре пурӑнса ирттернӗ пулмалла, Колпаковӗ унтан маларах вилнӗ. Малтан ахаль ыйтусем ҫине панӑ ответсем пулнӑ, унтан Болла обществӑпа ҫыхӑнса тӑни ҫинчен, Ливорнӑра вӑрттӑн литература сарни тата студентсен пухӑвӗсем ҫинчен кӗскен каласа панӑ. Гальмало ҫӗлӗкне хыврӗ. Ҫывӑхарах йӑпшӑнса пырса, кантӑкран пӑхрӑм. — Ухмах! Пӗлмесӗр, пӗлетӗп. — Паян камӑн каймалла-ха? — пӳртӗн уҫӑ алӑкӗнчен кӑшкӑрчӗ казаксенчен пӗри, урядник еннелле ҫаврӑнса. Каштанка вӑраннӑ ҫӗре ҫутӑлнӑ, урамран кӑнтӑрлахи пек шавлани илтӗннӗ. — Эпир унсӑрах пӗрле пурӑнатпӑр вӗт-ха, — терӗ Лена именсе тата калаҫӑва шӳтпе ирттерсе яма тӑрӑшса. Ил. Сӗтел ҫине апат паманнине курсан, пичче питех те ҫилленсе кайрӗ. Анчах кама айӑплас-ха? Сана мӗн кирлӗ вара? Калаҫу начар пӑхса ҫитӗнтернӗ ҫынпа пулассине вӗсем ҫавӑнтах сисрӗҫ. — Мӗншӗн-ха Марьянкӑна ыталамастӑн? Ӑҫта-тӑр музыка вылять, хӑй вӑл курӑнмасть, эпир вара сирӗнпе ташлатпӑр… — Мӗн вӗренетӗн-ха вара эсӗ? Ромашовӑн халӗ ирӗклӗхле хӑй пӗчченнӗн юлнӑ самантсем ытларахчӗ, ҫавӑнпа унӑн пуҫне час та часах тӗрлӗрен шухӑшсем — хӑнӑхман, ӑнланса пӗтермелле мар кӑткӑс шухӑшсем — киле-киле кӗретчӗҫ, калӑпӑр, уйӑх каярах, хӑйне арестленӗ кунхи евӗр, питӗ вӑйлӑн кисрентерсе хӑварнӑ йышшисем. Хайхи савӑнӑҫлӑ хӗр халь ӗнтӗ тунсӑхлӑ пулнӑ, вӑл йӑлӑхса ҫитнӗ пек пуҫне усса, нимӗн хускавсӑр итленӗ. «Ну, лекрӗ те, пире, ачасем», — тет вӑл кайран. — Саттур-маттур, тата тепре! — такам ҫӳллӗ сасӑпа, ӳкӗтленӗ пек, такмакланӑ… — Ҫук, яланах мар: эпӗ ахтер та пулнӑ. — Курӑнӗ унта. Кунашкал сухалас пулсан, кукурузӑна пукрав тӗлнелле тин акма тивет. Овсяников, пуян ҫын шутӗнче тӑман пулин те, ҫак йӗркерен уйрӑм тӑнӑ. Хӗвел чи ҫӳле ҫитсе тӑнӑпа пӗрех. Анютӑн шуранка сӑнӗ вӑл ывӑннине палӑртнӑ, хӑй вӑл ҫар ҫынни евӗрлех тумланнӑ, ун ҫийӗнче гимнастерка, уринче — атӑ пулнӑ. Кивӗрех пилотка унӑн тураса лартнӑ ҫӳҫӗ ҫинче лапчӑннӑ кукӑль пекрех выртнӑ. Касьян касса янӑ хуранӑн тачка пуҫӗ ҫине ларчӗ. — Эс ӑна пӗлетӗн-и? Эпӗ хам ҫӗнтерсе илнине, турӑ ҫинчен калас ҫӗрте кукамая аташтарса янине куратӑп, ҫавӑ мана лайӑх мар туйӑнать. — Санӑн тата, ухмахӑн, пурте йӗркеллӗ-и? Халь, ватӑ кӗсре, — тенӗ татах Зеб, кӑвак лаша куҫран ҫухалсан, — эпир иккӗн кайса пӑхӑпӑр: мӗн пирки персе хӑтланчӗҫ-ха унта? Ҫиле ҫула май вӗрсен тата тинӗсе пӗр тикӗс тӑрсан, вуникӗ кун хушшинче «Дункан» ҫитес ҫӗре ҫитме тивӗҫлӗ. — Ҫапла. — Ҫук, мустангер мар, ӑна тӳрре кӑларма йывӑр пулин те, вӑл айӑплӑ мар, ҫакӑн пирки эпӗ нимӗн те иккӗленместӗп. Павел ӑнланчӗ. — Мана вӑл кулнӑ чухне килӗшет, — терӗ Аркадий. Аякран ҫеҫ улӑхран, хӗвелпе ӑшӑнса кӗмӗл ҫӗлен пек авкаланса пыракан юханшыв енчен, кӑшкӑрнӑ сасӑсем килеҫҫӗ. Комитетӑн ӗнерхи ларӑвӗнче пулманшӑн ӳкӗнетӗп. Вскую отвращаеши десницу твою… Усадьбӑри пӗве те шӑнса ларнӑ, анчах шыв арманӗ патӗнчи ҫырмара тӗксӗмленнӗн, йывӑрланнӑн туйӑнакан сивӗ шыв кӑпӑшка ҫырансем тӗпӗнче ҫав-ҫавах-ха юхса тӑрать, шлюзсенче шавлакалать. Малтанах бизонсем час-часах чарӑнкаласа пуҫӗсене пӑркаланӑ, кайран хӑвӑрт чупма тытӑннӑ. Ура сассисем янтранӑ, пӗлӗт евӗр тусан кӑларнӑ. Бенедикт пичче хӑйӗн кравачӗ ҫинче хытса, пӗр хускалмасӑр ларчӗ, хӑлхине чанк тӑратрӗ. — Ҫарӗ те, халӑхӗ те, — салхуллӑн пат татса каларӗ Лозневой. …Лопуховсен килӗ ялӑн хӗвелтухӑҫ енчи хӗрринче, илемлӗ чӑнкӑ сӑрт ҫинче ларать. Чӗрене питӗ хытӑ хумхантарса ҫынсене ӑнланса илме паман япаласем нумайччӗ — усал-ши ҫынсем е ырӑ-ши? йӑваш-ши е ашкӑнчӑксем-ши? Мӗншӗн тата ҫав тери хаяр, сӗмсӗр, усал-ши, ҫав тери вӑтанмалла йӑваш-ши? Халь тӗрӗссине пӗлетпӗр ӗнтӗ! Кусем ман ачасем! Малашне мӗн ӗҫлемелли ҫинчен пӗтерсен, Корытов мӗнне хальтерех тума май пурри ҫинчен калама тытӑннӑччӗ, анчах тӑрук темӗн аса илнӗ пек, чарӑнчӗ те, Воропаев ҫине пӑхса тимлинчен ытларах ҫилӗллӗ сасӑпа ҫапла каларӗ: — Каясчӗ акӑ сан вӗсем патне счетовода, полковник. Икӗ туземец ун патнелле сиксе ӳкрӗҫ, анчах унӑн пӑшалӗпе чукмарпа сулнӑ пек сулса ячӗ те, икӗ хӑвалакан та пуҫӗсем шӑтнипе ҫӗре тӳнчӗҫ. Эпӗ вунпилӗк утӑм тума ӗлкерейменччӗ, хашкава ӳкнӗ мӑнтӑркка Софья Ивановна, хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн утса, мана хӑваласа та ҫитрӗ. — Мӗнле сунарҫӑ? — тесе ыйтрӗҫ пӗр харӑс иккен. Ӑна, Лиза ашшӗ шантарнипе, пӗр сехете яраҫҫӗ. — Михаил Ларионыч! — терӗм эпӗ. Темиҫе кун хушши пирӗн пӗр-пӗринпе килӗштернӗ пек туса пурӑнас пулать. Шанчӑк килсе кӗнипе тата хӑранипе ҫамрӑк креолкӑн чӗри карт-карт! тума пуҫланӑ. — Хӳхӗм пӑшал. Феничка, ачипе вырӑнаҫса ларнӑ пукан ҫинчен ал-хапӑллӑн сиксе тӑчӗ те, хӑйӗн косынкине тӳрлетрӗ, ачине хӗрачана пачӗ. Ҫул ҫине икӗ карчӑк ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Эпӗ санран ыйтмастӑп вӗт эсӗ камсемпе тусли ҫинчен, сан патна камсем ҫӳрени ҫинчен. Калӑн, ҫав ҫыру ӑна та аллинчен пуласлӑхалла каякан темле вӑрттӑн, куҫа курӑнман ҫип парса тыттарать. Кладовойран вара япалисене киле хай патне турттарса каятчӗ, вӗсен описьне мана темиҫе хут та тӳрлеттерсе хӑтланатчӗ. Хӑш-пӗр вулакансем Печорин характерӗ ҫинчен хам мӗн шутланине те пӗлесшӗн пулӗҫ. Пӗлнӗ ҫук, тен, ҫакна Мария-Терезии ҫыннисен те пӗлеҫҫӗ пулӗ. Эпир ҫитрӗмӗр те. — Чыш ӑна… тӗртсе яр!… Хирӗҫ тавӑрассисӗр пуҫне урӑх ним тумалли те курмастӑп. Ҫапла ӗнтӗ Бяла Черква халӑхӗн Силистрӑна каймалли чи тӳрӗ ҫул ҫакӑнтан иртет. — Хӑҫан та пулин сирӗнпе пӗрле Бадена каяс пулсан, эпӗ сире унӑн Баденри тата пилӗк хваттерне кӑтартӑп, — кӑмӑллӑн сӑмах пачӗ Альтман. Ҫук-и? Ҫынна янахран ҫапма кармашатӑр, хӑвӑр ку ахаль шапа мар, вустрица иккенне те чухласа илейместӗр! Унтан пыл кӑтартакан кайӑка ун тупӑшӗн пайӗ шутланакан пыл карасне парса ҫитерчӗ, вара Бенедикт пиччепе пӗрле кимӗ патне таврӑнчӗ. Унтан Лось ҫине ҫеҫ пӑхма пуҫларӗ, ҫынсем патне ҫывхарчӗ, шалпар ҫанӑри пӗчӗкҫӗ аллине ҫӗклерӗ те кӗленчелле, васкавсӑр, ҫинҫе сасӑпа кайӑк сӑмахне каларӗ: — Талцетл. Перӗмре Фомана хреснашшӗ янӑ ҫыру кӗтсе тӑна. Павел ҫӗнӗ хӗҫпӑшалпа каллех строя тӑрать, пурӑнӑҫра хӑйӗн вырӑнне йышӑнать. Инҫетри ишеве ҫӳрекен карапсем ҫинче яланах икӗ компаспа икӗ хронометр пур. Колхозниксем хӑйне панӑ ят ҫинчен те вӑл халӗ пӗр пытармасӑр савӑнса шухӑшлать: «Витаминыч» тени ӑна характеристика пекех илтӗнет. — Сан ыратать-им? — шӑлне йӗрсе кӑшкӑрса пӑрахрӗ Юргин. Пурте лӑпкӑ… Ку ӗнтӗ тӗлӗнмелле самантчӗ! Король унта мӗнле ҫитмеллине ыйтса пӗлчӗ, кӗлле пухӑннӑ халӑхран мӗн чухлӗ сӑптӑрма май килет, ҫавӑн чухлӗ сӑптӑрма тӑрӑшӑп-ха тет, вӑл мана хӑйпе пӗрле пыма ирӗк пачӗ. Анчах темшӗн Америка ҫыранӗ ҫаплах курӑнмарӗ. Анд тӑвӗсем, паллӑ ӗнтӗ, питӗ ҫӳллӗ, ҫавӑнпа вӗсен тӑррисене инҫетри тӗтре ҫийӗн ярӑмланнӑ пӗлӗтсен хушшинче шырамалла. Виҫсе пӑхрӗҫ те шыв тарӑнӑшӗ кунта виҫӗ футран ытла марри палӑрчӗ. Фургона ҫак вырӑнтан нимӗн хӑрамасӑрах каҫарма пулать. — Дамӑсем тахҫан килсе ҫитнӗ ӗнтӗ, эсир кунта ларнӑ та хӑналанатӑр! — Ҫурҫӗр енчи ҫыранти экспедици ҫарӗн командующийӗ. Хӑй тархасласа хӑварнӑ тухтӑр, ӑна «ҫапла» тесе тӑрать, чирлӗ ҫынна лимонад ӗҫтерет, хӑйне валли е чӗлӗм, е «хытараканнине ӑшӑтаканнине», урӑхла каласан, эрех пама ыйтать. Ҫамрӑккине пӑхмасӑрах, ӑна пурте хисеплеҫҫӗ, кӑмӑлӗпе хӑй сисмесӗрех тӳрӗ те сӑпайлӑ пулнӑшӑн ӑна сума сӑваҫҫӗ тесен те юрать. Унтан, сасартӑк Фома ҫинчен аса илнӗ пек пулса, ун енне ҫаврӑнса тӑнӑ та, аллисене хыҫалалла хуҫлатса тытса, пӗҫҫине сиклентеркелесе:— Эсир питӗ те кирлӗ ыйтусене ҫӗклетӗр, — тенӗ. Иван Иванович чей куркине лартрӗ те ҫырнӑ герблӑ хут листине кӗсйинчен кӑларчӗ. — Ну, апла пулсан ларӑр та кӗске биографийӗре ҫырӑр. Ӑна курсанах, ун хыҫҫӑн кай, вӑл иккӗмӗш номера пырса кӗмест пулсан, вара эпир чухласа пӗлеймерӗмӗр пулать. «Ҫапла хӑрушӑ вилӗмпе вилетӗр пулсан, эсир малашне хулана мӗнле хӳтӗлеме шутлатӑр-ха?» Иосафат! — терӗ татах Зеб. Вӗсемпе пӗр класра вывескӑсем ҫыракан живописецӑн ывӑлӗ вӗренӗ, вӗсем ӑна хӑйсен вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартнӑ та хӑйсене пулӑшу пама ыйтнӑ. Ҫав кичемле пустуй ӗҫсене те турра явӑҫтарни мана темле пусса тӑратчӗ, эпӗ вара хама такам курӑнманскер астуса тӑнине сиссе, ирӗксӗрех пӗрмай кӗтессенелле ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхкалаттӑм, ҫӗрлесерен мана хӑрасси, сивӗ пӗлӗт хупланӑ пекех, хупласа илетчӗ, — вӑл кухня кӗтессисенчен, тӗксӗм турӑшсем умӗнче сӳнтермен лампада ҫунса тӑнӑ ҫӗртен тухса килетчӗ. Каллех эсӗ мӗнлескерсем тесе ыйтатӑн? Анчах эпир эрешмен тытма кайсан, пӗчӗк Томас Франклин Бенджамен Джефферсон Александер Фелпс ӑна тупнӑ та йӗкехӳресем тухаҫҫӗ-ши тесе алӑкне уҫнӑ, вӗсем тухнӑ, паллах, ҫак вӑхӑтра Салли аппа килсе кӗнӗ, эпир таврӑннӑ чух вӑл кравачӗ ҫине улахса тӑнӑ та хӑлхана ҫурасла ҫухӑрать, йӗкехӳресем, ӑна кичем ан пултӑр тенӗ пек, ытлашшипех алхаснӑ. — Шикленместӗн-и? Вӑл ӗнтӗ каялла ҫаврӑнма та шутланӑччӗ, анчах нумай пулмасть Давыдовпа харкашнине аса илчӗ те ку шухӑша ҫавӑнтах каялла турӗ. Яланах пер пек хӑвӑртлӑхпа вӗҫнӗ чухне темӗнле хытӑ кайсан та ӑна ҫын сисмест. — Апатне хӑҫан ҫиетӗр? Эпӗ те, аташнӑ ват супьях, кура тӑркӑчах чармарӑм… — Тӑхтӑр, халех иртсе каять… — Ан вӗлер ӑна! — Сирӗн канасчӗ! — сӗнчӗ амӑшӗ. Яков малалла ярса пусрӗ, шлепкине пукан ҫине пӑрахрӗ те хӑй те паллайман, хулӑн сасӑпа:— Эпӗ — пытарнӑ ҫӗртен килетӗп… пумилккерен… — терӗ. Хӗрарӑмсене пӳрнепе тӗкӗнме те ирӗк памастӑп эпӗ сана, анчах ку заместителе эпӗ сан ҫурӑму ҫинче тӗрӗслесе пӑхма питӗ кӑмӑлланӑ пулӑттӑм! Яковӑн ӑна пула кӳренмеллисем нумай пулнӑ, анчах халӗ акӑ, нумай та пулмасть, Ильяна таҫта Ҫӗпӗре укҫа ярса пама тиврӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, килелле хӑваласа килетӗп те ҫапла хутор патӗнче вӗсен тӗлнех пултӑм. — Унсӑрӑнах майлашӑпӑр, — тесе хучӗ Роберт. Тата, тепӗр тесен, мӗн калас тен ӗнтӗ вӗсем пирки? Таса ӗҫшӗн хӑйне хӗрхенсе тӑракана турӑ ылханӗ ҫиттӗр. Пиччӗшӗсем кӑмӑлсӑрланчӗҫ, анчах нимӗн те каламарӗҫ. Хӑй вӑл шкула ҫӳреймесӗр юлнӑ, ҫапах вӗреннине те, вӗреннӗ ҫынсене те пит хисеплет. Ӑнланас пулать — пурнӑҫ Евангелирен тахҫанах пӑрӑнса тӑнӑ, унӑн — хӑйӗн ҫулӗ. Хӑй вӑл Испани ҫынни пулман; унӑн тӑван ҫӗршывӗ — Испанипе кӳршӗллӗ Португали ҫӗрӗ пулнӑ. Унтан ӑна управа председателӗ саламлӑ сӑмах каларӗ. Тата пӗрмаях тӑнлать, тинкерсе пӑхать, фазана, хир сыснине е пӑлана кӗтет. — Епле илемлӗн курӑнать, э? — терӗ Калугин, хӑйӗн хӑнине ҫак чӑн та илемлӗ картина ҫинелле пӑхма сӗнсе. Кусем — «Фокке-Вульф-190» текен истребитель-штурмовиксем, вӑйлӑ, пит те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан машинӑсем пулнӑ. Тимлӗнрех пӑхсассӑн, иккӗшӗн хушшинчи уйрӑмлӑха та асӑрхама пулать: манах сарӑ ҫӳҫлӗ, сӑмси кӑшт курпунлӑрах, тутисем Петрӑннинчен ҫӳхерех. Хӑй ӑшталанса сывлатчӗ, куҫне мӑчлаттара-мӑчлаттара илетчӗ. Манӑн шутсӑрах Королева Маргопа сывпуллашса тухас килетчӗ, анчах манӑн ун патне кайма хӑюлӑх ҫитеймерӗ, тата тӳрех каласан, вӑл хӑй мана чӗнӗ тесе кӗтнӗччӗ. Паян сочельник-ҫке, вӑл пур, хуран кукли ҫисе ларать, ашпа пӗҫернӗ хуран кукли! Хӑҫан ҫитрӗн? Ҫак хӑйне тыттарман хӑрушӑ тискер кайӑк юн тӑкни ҫинчен кашни илтмессеренех Лисицын шӑртланса, тутисене ҫыртать. Выҫӑ вӗт вӗсем! «Сулахай енчи хура йӗр» мӗн япала тата? — Дон Морисио унта ҫукчӗ. Вӑл манпа килӗшрӗ. — Ман шутпа, — терӗ вӑл, — эсир хӑвӑрах ӑнланмалла, чин тӑрӑх эпӗ ҫӳлерехре тӑракан ҫын, ҫавӑнпа мана маис тӳшекӗ ҫинче ҫывӑрни килӗшмест. — Ыйтса пӗлме пултаратӑп-и эпӗ сиртен, ҫамрӑк тусӑм, менле майпа килсе лекнӗ эсир ку ҫыран хӗррине? Вара Фома ҫав кунтанпа команда ун ҫине йӑлтах урӑхла пӑхма пуҫланине сиснӗ: пӗрисем ӗлӗкхинчен те ытларах йӑпӑлтатнӑ, ачашланӑ, теприсем калаҫасшӑн та пулман, калаҫсассӑн та — ҫиллессӗн кӑна, пӗрре те ӗлӗкхи пек вылятса калаҫман. Цивилизацин лӑпкӑ-тӳлек, мӑнаҫлӑ пӗтмӗшӗ вырӑнне — эпир хамӑра каллех ҫӗр ҫуллӑхсен йӑлӑхтармӑш ҫаврисене кӗртсе хуратпӑр. Зеб хӑй хыҫҫӑн тыткӑна лекнӗскере ертсе, малтан тапранса каять. Вӗсем мӗн те пулин сисеҫҫӗ… Вӑхӑтран вӑхӑта итлесе тӑнӑ пулин те, эпир нумай вӑхӑт хушши каймарӑмӑр. — Тен, эсӗ летчик пулма пачах та пултараймастӑн пулӗ? Халь мӗнле ӗҫсем? Тӳрре тухрӑн-и? Ку кӑштах ҫынна вӗлернӗ майлӑрах, анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче, уйрӑммӑнах азиатсен вӑрҫинче, чеелӗхсемшӗн ятламаҫҫӗ; ҫапах Грушницкий хӑйӗн юлташӗсенчен пархатарлӑрах пек туйӑнать. Ӑна акӑлчансем персе пӑрахрӗҫ. — Ман пата-и? Уҫӑп нимне палӑртмасӑр калать: — Мӗнле-ха тата? — Эпӗ те калатӑп: эс, Лукашка ан алхас! — тетӗп. Пур ҫӗрте те ҫӳреме пулнӑ, анчах хӑш-хӑш ҫӗрте юр чӗркуҫҫи таран илнӗ те Микитен атти ӑшне кӗре-кӗре кайнӑ. Апат тӑвасси иртсенех, иккӗш те вырӑнтан сиксе тӑрса, систермесӗр тухса тарма, ҫӗлӗкӗсене шыра пуҫларӗҫ. — Анчах ку ҫырура, — терӗм эпӗ итлекенсем пурте ларсассӑн, — сире итлеме кирлӗ тепӗр вырӑн пур-ха. — Ҫынсене персе вӗлернӗ чухне эпӗ ӑна курмарӑм. Ӗлӗкрех, Токарев мастерскойсенче ӗҫленӗ чухне, Корчагин кунта час-часах килкелесе ҫӗрлечченех ларатчӗ, халь акӑ, хулана тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн, старик патне вӑл пуҫласа килчӗ. Жухрай хӑйне хӑй тӳрккес те, анчах кӑмӑллӑн тыткалани мана Ольшинский хӑйне европеец пек тыткаланинчен ытларах килӗшет. Дюмон-Дюрвиле ӗненес тесен, туземецсен ҫулпуҫӗ Такури Марион пыриччен икӗ ҫул малтан Сюрвиль ултавӗпе тыткӑна ҫакланнӑ дикарӗн ҫывӑх тӑванӗ пулнӑ. Ӑна пурте пӗр сасӑпа ырларӗҫ. Джон Мангльс ҫил ҫула май пулсассӑнах якӑртан вӗҫерӗнме шут тытрӗ. Уйӑх мӗлки ӳкекен вырӑнта кӑна Хӗвел тӗттӗмленни курӑнать. — Мӗншӗн каймарӑр вара? Мӑнаккӑшӗн салху пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсем якалсарах кайрӗҫ, унӑн куҫӗсем сасартӑк ҫемҫен пӑхса йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ. — Эй, мастер! — кӑшкӑрса чӗнсе илчӗ ӑна Стручков. — Эсир тӗрӗсне пӗлесшӗн-и? Чернильница, коньяк графинӗпе виҫ-тӑватӑ черкке, пӗр коробка гавански сигара тата пӗр коробка спичка илсе килнӗ. Каялла тавӑрса пама сӑлтавӗ пурччӗ-и вара? Пӑхӑр-ха, — тесе хушса хучӗ вӑл, хӗвелтухӑҫ еннелле кӑтартса, — епле ытарма ҫук тавралӑх! Кӗҫӗр пулса иртнӗ тӗлӗнмелле япала ун ҫинчен, Галю. Пӗр эсӗ ҫеҫ ӗненӗн мана, эсӗ ҫеҫ манпа пӗрле шыва кайса вилнӗ мӗскӗн хӗр чунӗшӗн турра кӗлтӑвӑн!» Тӗрлӗрен пулать. Чун хавалӗпе хаяррӑн шухӑшласа пӑхса тӑчӗ вӑл ҫак вилене, хӑй ӑҫта иккенне манса кайнӑ пек пулса, юнланса каскаланса пӗтнӗ вилене те, юн кӳленчӗкӗсене те майӗпен юр ҫуса тӑчӗ. Автомат сассисем шӑпланчӗҫ. Хирӗҫ лӑпсӑртатса килекен Ҫӑрттан мучи вара Яков Лукича ним именмесӗр ӑнлантарса пачӗ. Ман умра Иконин, ҫирӗм пилӗк ҫулалли ҫӳлӗ ҫамрӑк ҫын, виҫҫӗмӗш ушкӑна, ваттисен шутне кӗрекенскер, пырать. Унтан, пукан ҫине хӑюсӑртараххӑн ларса, пӳлӗме салхуллӑн, шанман пекрех пӑхса ҫаврӑнчӗ. Анчах проповедник ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗ, вара вӗсем пӑшӑлтатма пӑрахрӗҫ. Ҫивӗч те ним уссӑр хӗрхенӳ туйӑмӗпе ҫаврӑнчӗ Ромашов ун енчен, вара виҫҫӗмӗш взвод патнелле уттарчӗ. Симурден та хӑй чӗринчи мӗнпур пек ачашлӑха ҫав ачана панӑ. Пӗр-пӗччен пурӑнма пӳрнӗ Симурденшӑн ҫак айӑпсӑр чӗрӗ чун тупнӑ япала евӗрлех пулнӑ. Вӑл ӑна пӗр вӑхӑтрах ашшӗ пек те, тусӗ пек те юратнӑ. Унти ҫынсемшӗн нимех те мар ӗнтӗ, вӗсем унта хӑнӑхнӑ, аптрамаҫҫӗ, ҫӗнӗрен пыракан ҫыншӑн начар вара. Граф пӗшкӗнчӗ, шӑлне ҫыртрӗ, хутланчӗ те куҫран ҫухалчӗ. Пӑван ӑна вӑратас мар тесе, майӗпен алла илчӗ те аяла илсе анчӗ. — Хуйхӑрмасть, — тесе савӑнатчӗҫ ҫынсем. Икӗ карта хушшинче тӗллӗн-тӗллӗн юр айӗнчен тухнӑ кивӗ ҫул палӑрать. Ӑҫта ҫӑва патне пӑс кӑларса тултартӑр? Вандейӑра пӑлхавҫӑсем пурте тискер кайӑксем, Гуж-ле-Брюан вара чӑн-чӑн варвар пулнӑ. Пирӗн пӗр минута та ахаль иртмелле мар. Памастӑп та памастӑп, — ан та ыйт ӑна, ватсупнӑ шуйттан! Капитанран тӑрса юлнӑ укҫа, — унӑн укҫи пулнӑ пулсан ҫеҫ, — сӑмахсӑрах пире тивӗҫ пулнӑ. — Ой, ҫук, — терӗ лешӗ, хирӗҫленӗ пек, йӑл кулса. Том яланах хӑй пуҫне чи малтан мӗнле шухӑш килнӗ, ҫавӑн пек тунӑ. Архитектор хӑех медицина храмӗн хаваслӑ шӑплӑхӗ валли туса хунӑ пек туйӑнакан шурӑ стенасем хушшинче халӗ пур енчен те вӑрӑммӑн йынӑшни, ахлатни, ҫывӑракансем хӑрлаттарни, йывӑр чирлисем аташни илтӗнсе тӑнӑ. Пур енчен те юхӑнса пӗтнӗ хыҫҫӑн, вӑл вырӑн шырама Петербурга кайнӑ та, унта, нимӗне те кӗтсе илеймесӗрех, гостиницӑра вилсе выртнӑ. Юлашкинчен, эпир ҫитрӗмӗр, анчах эпир Рябовӑна мар, тӳрех Шепиловкӑна пытӑмӑр; пирӗн Рябовӑна ҫитме темӗнле май килмерӗ. Хӗлле вӑл сысна тата чӑх витисем туса лартма, кӗлпе тислӗк пухма сӗнчӗ. Татах ӗҫрӗ те каласа кӑтартрӗ: — Хӗрӗн ман патра ним ӗҫ те ҫук. Чӗлхи унӑн япшар та ҫивчӗ, каласа кӑтартмалли пулсан, ывӑна пӗлми калаҫать, хӑй тӗллӗн шухӑшласа кӑларма та вӗҫӗ-хӗррисӗр пултарать, итлеме кӑна ан ӳркен, Халим мулӗ хускалчӗ тейӗн: тумлам шывран тинӗс тӑвать, пӗрчӗрен ту купалать, пӗрчӗ пулмасан енчен — унсӑр та питех аптраса тӑракан йышши мар. Килсе кӗчӗ те вӗт ҫакӑн пек чӑкӑлташ ҫын! — Эпӗ шывран Вася сассине илтрӗм. Анчах халӗ апла тума май килмест. Ватӑ салтаксем яланах ҫамрӑк салтаксенчен лӑпкӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫамрӑклӑхӗ иртнӗ, вилӗм шӑтӑкне ҫывӑхрах тӑраҫҫӗ. Йыхрав туни ӑна асаплантарчӗ. Ҫав кунхине вӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче Рио-Рикепа Рио-Тубал шывӗсем урлӑ каҫрӗҫ. Вара ӳпкеленӗн пуҫне сулкаласа илчӗ:— Ҫиелти юбкӑна тӑхӑнасчӗ хуть… Мӗнле намӑссӑр хӗрарӑм! Каҫхине вӑл тата тепӗр виҫӗ ырашпӗтри тытрӗ; иккӗшне ҫирӗ, пӗрне ирхи апат валли хӑварчӗ. Пӗр ҫирӗм пиллӗкелле ҫитнӗ пуль ӗнте вӑл, анчах сӑнран пӑхма аслӑрах пек курӑнать: ҫӑмки ҫинче унӑн инҫетренех пӗрӗнчӗксем палӑраҫҫӗ, хуралсарах ларнӑ типшӗм питҫӑмартисенче вара хура мӑк сухал, чаштраскер те каю пекех ҫӑраскер, шӑтса ларнӑ. Халӗ, кӑштах тӑвалла утмалла пулсанах, — сывлӑш питӗрӗнет, пуҫа юн капланса килет, — хӑпараймастӑп. Николай Петрович хӗрелсе кайрӗ. Ҫумӑр каҫах чарӑннӑ. Ҫапла-и? Кӑмӑлӑм чӑлах пулса тӑчӗ манӑн, чӗремӗн ҫур пайӗ пурӑнаймарӗ, типсе те хӑрса, пӑнтӑхса ларчӗ, вилчӗ вӑл, эпӗ ӑна касса илтӗм те ывӑтрӑм, ҫав вӑхӑтрах тепӗр пайӗ хусканатчӗ-ха, кашни ҫынна усӑ кӑтартасшӑн пурӑнатчӗ, ҫавна вара никам та асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен унӑн пӗтнӗ ҫур пайӗ ҫинчен никам та пӗлмерӗ, анчах акӑ эсир мана ун ҫинчен аса илтертӗр те, эпӗ сире ун эпитафине вуласа патӑм. Кӗленче ҫӑварӗ унӑн тути ҫумне пырса сӗртӗнчӗ, шӗвекӗ лӑнкӑрт-лӑнкӑрт туни илтӗнсе кайрӗ… Хам чӗре ҫак ӑнланса пӗтермелле мар, тӗлӗнтерсе ярасла хитре хӗр ҫумне куҫа курӑнман мӗнешкел ҫинҫе те ҫирӗп ҫипсемпе ҫыхӑнса ларни вара ман асӑма та килмен. Ӗҫ манӑн чӗрене ҫимӗҫ патӑрччӗ, ӗҫе пула манӑн хам пурнӑҫран татӑлса ӳкнине яланах асра тытасран хӑтӑласчӗ. Турӑҫӑм, шутласамӑр, мӗнлелле хастар хӑюллӑх! Мӗскер-тӗр ҫӗнни, уявлӑскерри те ялтӑравли сисӗнетчӗ унра. — Вӑл манӑн арӑм пуласси, — терӗм эпӗ Пугачева, ҫанталӑк лайӑх енне улшӑннине сиснипе, чӑннине пытарма кирлӗ маррине кура. Аслӑ судйи хускалмарӗ, тӳррӗн ларнипех хытрӗ, унӑн куҫлӑхӗ хыҫӗнчи пӗчӗк кӑвак пӑнчӑсем хушӑран пичӗпе пӗрлешсе ҫухалчӗҫ. — Вӑл аллине пуҫӗнчен ҫӳле ҫӗклерӗ те, инҫетре мӗн пуррине курма тӑрӑшнӑ пек, куҫне хӗссе, калама чарӑнчӗ. Хӗрарӑм ун ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса ларчӗ. — Ларӑр! — терӗ амӑшӗ, сӗтел ҫине вӗри апат пырса лартса. Авалхи орган… шӑнса пӑсӑлнӑ… Хулара ҫӗнӗрен совет влаҫӗ пулса тӑчӗ. Эпӗ уҫӑмлӑн чухлайман, иккӗленнӗ, ӑна, арӑма, юратмалла пулнӑ-и манӑн е юратмалла мар-и — ҫакна эпӗ пӗлмен, ҫавӑншӑн вара хам асапланнӑ. — Миҫе-е? Мӑйӗ, аллисем тата пит-куҫӗ арҫыннӑнни пек шӑнӑрлӑ. — Пӗр виҫӗ эрне каярах эпӗ хам приказчика Ванюш патне укҫа яма пуштӑна кайма хушрӑм. Ҫук, ырӑ кӑмӑла пула мар, ҫук. — Федюшка! А Федюшка! Ӗмӗр-ӗмӗрех ҫывӑратӑн! — терӗ пуҫ. — Ҫапла. Ҫапла иртсе кайрӗ малтанхи ҫӗр. Тата ытларах ӑшӑ сахалланать. Йытӑсенчен нумайӑшӗ ӑссӑр та кӳренме пӗлменскерсем, анчах Эмексизӑн ылханлӑ йытти калама ҫук ас туса тӑрать, ҫавна эпир Огнянов мӑнастирте чухне ӑна епле тапӑннинченех пӗлетпӗр-ха. — «Виҫҫӗмӗшӗнчен ҫакӑ хаклӑ мар», е: «Кун пирки таса чиркӳ мӗнлерех шухӑшлӑ?» Сирӗн мана кӳренмелле ан пултӑр тесе, юлташсем, ҫакна калатӑп: эпир сирӗн район территорийӗнче пулнине ОГПУн сирӗн районти уйрӑмӗн начальникӗ ҫеҫ пӗлет. Йӗпенсе исленнӗ ҫӗр ун пуҫӗ ҫинчен юхса анса мӑйӑхпа питҫӑмартисем тӑрӑх юхнӑ, ун пичӗ пӗтӗмпех пылчӑкланса кайнӑ. Пӳртре тӗттӗм. — Кимӗ пур та, — терӗ вӑл хӑйӑлтӑклӑ шӑппӑн сасӑпа, — анчах вӑл питӗ начар. Рыбин сӑнӗ салхуллӑ, сасси яланхи пек мар чӗтре-чӗтре илчӗ. — Мӗнле апла? Ялти пурӑнӑҫ ӑна кӑмӑла каймасть: — Эпӗ пӗр-пӗр ӗҫе пӗлнӗ пулсан — хулара пурӑннӑ пулӑттӑм… Сӑнӗ хӗрӗн, хӑйӗн сӑмахӗсем пекех, хӑйӗн кӑмӑлӗ евӗрлех, уҫӑ мар пулнӑ. Пултараймарӑм эпӗ! Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ. Куллен ӗҫлеттереҫҫӗ, кунӗн-ҫӗрӗн сӳсмен тӑхӑнса ҫӳретӗп, праҫникре те тӑвармаҫҫӗ. Урамри ҫынсене вӑл хӑйӗн сӑнарӗпе анчахрах питӗ нумай ҫисе-ӗҫсе тултарнӑ ватӑ улпута аса илтернӗ. Ашшӗ ура ҫине сиксе тӑнӑ та часрах ун патне пынӑ. — Коммунистсене пурне те шута илтӗн-и? — ыйтрӗ унтан Яхно. Уйӑхсем эрнесене пайланаҫҫӗ. Инженерсене, хуҫалӑх тӗлӗшпе ӗҫлекенсене, Мускавран килнӗ темле ҫынсене ертсе кайрӗ те, чул тусем тӑрӑх тата ҫыран хӗррипе тӑватӑ сехете яхӑн ҫӳрерӗмӗр, ҫурт-йӗр лартмалли вырӑнсене уйӑрма тытӑнсан, чутах тӳпелешсе каймарӗҫ. Анчах Катя ӑна хирӗҫ пӗрер сӑмахпа кӑна ответлерӗ: вӑл пӗтӗмпех пытаннӑ, хӑйӗн ӑшне кӗрсе ларнӑ пулнӑ. Кун пек чухне вӑл ҫиеле часах тухман, пичӗ те темӗнле тӳрккес, мӑка сӑнлӑ пулса кайнӑ. Тарас калаҫасса та урӑхла калаҫать пуль, тумланасса та хӑйне манер тумланать пуль, пӗр сӑмахпа каласан, ытти ҫынсем евӗр мар пуль, тенӗ. Вӑл каретӑра Еленӑна хирӗҫ чӗнмесӗр ларса пырать (ларкӑч ҫине Берсенев ларнӑ), Елена та шарламасть. Ун таврашӗнчи авантюристсен йыт кӗтӗвӗ те ҫавнашкалах савӑннӑ ӗнтӗ. Монтанелли проповедь каланине вӗсем пысӑк соборта итленӗ. Вӑл ырханланнӑ, ватӑлнӑ. — Унӑн лашапа каймалла пулать, вара вӑл унта ҫитиччен тӑватӑ кунтан ытла иртмест. «Халӗ, амӑшӗ, хӑвӑн ачусене пилле!» терӗ Бульба. Козельцова вилӗм те хӑратмарӗ. Ӗнтӗ козаксен речӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт сайралса пыраҫҫӗ, нумай, нумай паттӑрсем ҫук ӗнтӗ, анчах парӑнмаҫҫӗ-ха, чакмаҫҫӗ-ха козаксем. — Манӑн ҫав лампочкӑна тӗрӗслемелле, — терӗ Корчагин, хӗрарӑм ҫумнелле пырса. Ҫав поэзи вӑрттӑнлӑхӗ тахҫанах вилнӗ аваллӑхпа ҫав этем чӗришӗн ӗмӗрех ҫывӑх та аваллӑха хӑй курса тӑнӑ ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнакан ҫутҫанталӑк хушшинчи тӗлӗнмелле ҫыхӑнура пытанса тӑрать иккен. Акӑ, сан пирки аҫуна жалоба парӗҫ те, вӑл сана Ильяна хӑваласа янӑ пекех хӑваласа ярӗ… Мочениго ученӑйран, вӑл тӑван ҫӗршывран ӑҫта та пулин кайма шут тытсан, унпа сывпуллашмаллах тенӗ сӑмах илнӗ. Тӑхтав вӑхӑтӗнче вӑл Ежовран ҫакна пӗлнӗ: Смолин та, Фома пекех, пуян ачи иккен, ун ашшӗ сӑран завочӗн хуҫи. Ежов вара — хысна палатинчи хуралҫӑ ачи, чухӑн. Ку Озерова тӗлӗнтерсех ячӗ. Килӗшнӗ пек шӑк-шӑк шаккасанах, Яков Лукич вӗсене алӑк уҫса кӗртнӗ, лампа ҫутмасӑрах Половцев пӳлӗмне ӑсатнӑ. Куҫ умӗнчен ҫырансем иртсе каяҫҫӗ. Халӑх хӗрлӗ ялава хирӗҫ чупрӗ, вӑл темскер кӑшкӑрчӗ, малтан пухӑннӑ халӑхпа пӗрлешсе, унпа пӗрле каялла утрӗ, унӑн сасси юрӑ янӑравӗнче — килте ытти юрӑсенчен хуллентерех юрланӑ юррӑн янӑравӗнче путса ҫухалчӗҫ, — урамра вӑл юрӑ тикӗссӗн, тӳррӗн, хӑрушла вӑйпа юхса пычӗ. — Вӗсен хушшинелле ӑҫтан тухмаллине тупаймасан, «Дункан» пӗтет… Асту! — хыттӑн каларӗ те Ерофей Кузьмич, вутӑ ҫинчен тӑчӗ. Мушиксем кунта ҫавӑн евӗрле темӗн пакӑлтатрӗҫ те, эпӗ, чӑннипе каласан, астуса юлаймарӑм. Вӑл шанса тӑнине тивӗҫлӗн кӑтартса пама ҫунса, татӑклӑ самант ҫитессине тӳсеймесӗрех кӗтме тытӑнтӑм. — Халӗ ӗнтӗ, сэр, — терӗ малалла доктор, — манӑн округра ҫакнашкал ҫын пулни мана паллӑ пулчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ сире кӑнтӑрла та, ҫӗрле те питӗ хытӑ сӑнаса тӑма пикенетӗп. Ҫак хушӑрах лашасен ури сассисем ҫывхарса ҫитрӗҫ. Уйӑх ҫути ҫинче пиллӗк е ултӑ юланутҫӑна куртӑм. Вӗсем сӑрт айккипе анаталла мӗн пынӑ таран ыткӑнаҫҫӗ. Ҫакӑн пек асар-писер сиктерсе, ӗрӗхтерсе пынӑ вӑхӑтра, мучин пуҫӗнчи ҫӗлӗкӗ ӳксе юлать, тата, пӗр виҫӗ-тӑватӑ хутчен калама ҫук хытӑ лӑканса илнипе, ӑшчиккинчен темскер татӑлса аннӑ пекех, карт туртӑнкаласа илет. Вӗсем унӑн чунне ҫӗнӗрен пӑлхатса, пӑтраштарса ячӗҫ. Ҫакӑнта вара Алексей хӑйне кайран ҫав тери нумай тертлентернӗ йӑнӑша туса хучӗ: ку йӑнӑш вӑл — хӑйӗн урисене татни ҫинчен Камышина ҫырса яма хӑяйманни пулчӗ. Ҫакӑнтах тата, телее пула, икӗ саспалли тӑрать: pr; вӗсем пире хӗн-хурлӑ ҫынсемпе мӗн пулнине каласа параҫҫӗ: ку вӑл pris — илнӗ сӑмахӑн пуҫламӑшӗ, атту prisonnies — тыткӑнрисем сӑмахӑн. — Халӗ Арканзасра Боровина текен ҫӗнӗ колони тума тытӑннӑ. Кӑмака кукринче ӗсӗкленӗ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Машина тӗлӗнмелле чӗтрет. Пӗлместӗп эпӗ, халь вӗсем акӑлчансемпе мӗнле пурӑнаҫҫӗ-ши, туземецсен пӑлхавӗ пӗтнипе пӗтменнине те, вӗсене ҫӗнтернипе ҫӗнтерейменнине те нимӗн те пӗлместӗп. Пӗлме ҫук, тен халь вӗсем хӗрсех вӑрҫаҫҫӗ пулӗ? Вӑл пӗр Хлыновӑри хресченсенчен кӑна сакӑрвун десятин тара илет тата пирӗннисенчен ҫӗр те ҫирӗм десятин илет; акӑ сана ҫӗр аллӑ десятин пулчӗ те. Пӗр-ик минут хушши тимлӗн кӗтсе тӑчӗҫ, вара ҫӗр чӗтренсе кайрӗ, калама ҫук хӑрушӑ вӑй, тӗлӗнмелле пысӑк тӑпра муклашкисем сирпӗтсе, тӗме тӑррине салатса пӑрахрӗ. Ӳт-кӗлеткепе тӗрӗклӗ, хура ҫӳҫлӗ, сарӑ-кӑра ҫынсен ҫӗнӗ ӑрӑвӗ ҫуралса тӗрекленет. Пӗтӗм кӗлетки, урисем, йӗнерӗ ҫинче — пур ҫӗрте те хытса ларнӑ хура юн тумхахӗсем пулнӑ. Анчах вӑл юриех кӑмӑллӑн кулма тӑрӑшни унӑн ҫамки кашкӑрӑнни майлӑ пулнипе тарӑнра ларакан салхуллӑ куҫӗпе, тӑваткал пысӑк янаххипе пачах килӗшсе тӑмасть, ҫавна курса Нагульнов йӑл кулса илчӗ, Разметнов, пуҫне сулла-сулла, ҫапла каларӗ: — Да-а, ҫынни ку мӗнех мар… — Ҫак ҫынна шыратпӑр та ӗнтӗ эпир, — шухӑша кайнӑн каласа хучӗ Бойко-Глухов, фотоӳкерчӗке хӗррисем сӳсленнӗ шурӑ хут листипе чӗркесе, пӑртманита тирпейлӗн чикнӗ май. Полли аппа майӗпен ҫаврӑнчӗ те сивлек сасӑпа ыйтрӗ: — Том? Анчах тӗлӗн-тӗлӗн тарӑн вырӑнсем те пур вара. Иртен варах ҫулсем тӑрӑх вӗҫсе ҫӳресе пирӗн ҫынсене вӗлернӗ! Анчах та хӑшпӗр статьясен авторӗсем урӑхла шухӑшланӑ пуль. Иккӗмӗшӗ: турӑ мана мӗнешкел йывӑррине пӗлмест, е пӗлет пулсан та мана пулӑшма пултараймасть, е пулӑшма пултарать те — пулӑшасшӑн мар. «Хӑҫан килӗн?» Вӑл Котовскин паттӑр дивизийӗ ҫинчен повесть ҫырма шутласа хунӑ. Суд сасартӑк чарӑнса тӑни Айӑпланакан ҫыннӑн юлашки сӑмахӗсем, Луиза Пойндекстерӑн чӗрине хаваслантарса янӑскерсем, ытти ҫынсемшӗн йӑлтах урӑхла туйӑнса кайрӗҫ. Il est libre, en effet, — ҫурма саслӑн пӗлтерчӗ Николай Петрович, — анчах та вӑл камердинер вӗт-ха. — Эсӗ кӗнекесене пӑрахни аван вӑл, — йӗке-хӳресем ҫисе яччӑр вӗсене! — тет пекарь. Анчах Полозова г-жаран хӑй ытла та кӗлмӗҫленсе ыйтнӑ, ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ, хӑйӗн чуралӑхӗ пуҫланнӑ минут патне ҫитсен, Санин хӑй аса илнӗ сӑнарсене манасшӑн пулчӗ, унӑн урӑх аса илес килмерӗ. Анчах малтан эпӗ Ривареса курса, унпа пӗччен калаҫса пӑхма тивӗҫ. Тепӗр ҫур сехетрен Кӗҫӗн Аким колхоз картишӗнчен вӑкӑрсем кӳлнӗ икӗ лав илсе килсе тӑратрӗ, Ванюшка хайхи, хуратутлӑ пичӗ ҫинчи вӗтӗ-вӗтӗ тар пӗрчисене шӑлкаласа, алласа тасатнӑ тулӑ миххисене арпалӑхран кӗлет умне йӑтма тапратрӗ, тулли тип-типӗ, шултӑра, ылтӑн тӗслӗн курӑнса йӑлтӑртатать. Вӑл, хӑлхисене кӑмӑлсӑррӑн сулкаласа, сӑмсипе ҫӗре тӗккелесе, пуҫне пӑркалать. Пӗлӗтсем, хура купасем пулса, пӗр-пӗрин ҫине тиенсе шӑваҫҫӗ. Уотсон мисс мана чӑлана илсе кӗчӗ те кӗлтума тытӑнчӗ, анчах ку тӗлӗшпе ӗҫ ӑнмарӗ унӑн. Вӗсене организацилӗччӗ. Иртнӗ каҫ виҫӗ юланут тӳремлӗх урлӑ каҫса кайнӑ хыҫҫӑн, ҫав хӑрушӑ ҫӗр хыҫҫӑн, ирхине вӑрман тӗлӗнче, уҫланкӑ кукӑрӑлнӑ ҫӗрте, хура хӑлат ушкӑнӗ аялалла аннине курма пулнӑ. Ҫав ӗмӗрлӗхех ман асӑмра юлӗ. Чӑннипе илсен, нихӑҫан та ун евӗрне килмен, — терӗ вӑл. Паллах — инҫе-е! Тӑванӑм! каҫар!.. Ҫул кӑтартакансемсӗр тӑрса юлнӑскерӗн юханшывсем сарӑлса кайнипе Казембене таврӑнма тивет. Теприсем: «Шило атаман пултӑр! Кошевоя Шилона лартас!» тенӗ. — Кайран, тусӑмсем, кайран. Сирӗншӗн ку, иккӗленмелли ҫук, манран лайӑхрах паллӑ пулма тивӗҫ… Хатӗр-и? Портупейӑна сире пакун ҫийӗпе мар, ун айӗпе витерме сӗнетӗп. — Джентльмен шухӑшланҫи пулчӗ, унтан алӑкне яри уҫса ячӗ те: — Апла пулсан… кӗме ыйтатӑп!.. — терӗ. Халӗ ҫав абажурӑн сӑнӗ намӑсланнӑ ҫын сӑнӗ пек курӑнать, пирӗн пушанса юлнӑ пӳрт ӑшчиккинче ӑна питӗ кичем, ахӑр. Халӗ шӑпах ҫак урок пулмалла та, тӳррипе каласан, эпӗ хытӑ шикленетӗп. Пӗрре сиксех эпӗ пичче кабинетне пырса кӗтӗм. Киле пӑрахса-и? Егорушка ҫапла кӑштах итлесе тӑчӗ те, хуллен тӑсӑлакан тунсӑхлӑ юрра пула ӑна сывлӑш пушшех те пӑчӑланса, вӗриленсе, хытса пынӑн туйӑнчӗ. Вӑл пит яштака, анчах ун кӑкӑрӗ янах шӑмми патнелле мӑкӑрӑлса, хӑпарса тӑрать, ҫавӑрӑнкалассине вӑл вӑраххӑн та килӗшӳсӗрле ҫавӑрӑнкалать. Вӑл сисмен хушӑран факел пек ҫуталчӗ те, мӗн пур вырӑнти ҫамрӑксене ҫӗнтерсе тухрӗ. — Ӳксе аманатӑр, профессор юлташ! — алӑсемпе сулкаласа кӑшкӑратпӑр эпир. Тӗпӗр кунхине вара Тарас Бульба ҫӗнӗ кошевойпа запорожецсене мӗнле те пулин ӗҫе ҫӗклесси пирки канашланма тытӑнчӗ. Ча-рӑр! Анчах кайӑк хӑйӗнчен тарнине кура, вӑл чарӑнса тӑма пултараймарӗ. Анчах алӑка шаккарӗҫ те акӑ:— Кӗрӗр! — терӗм эпӗ. Пӗр кун иртет, тепре, юлашкинчен виҫҫӗмӗш те вӗҫленсе килет. — Вӗсем ӑҫтине пӗлместӗп. — Ӑҫта каяттӑнччӗ эсӗ? — ыйтрӗ Ромашов. Вӑл иртсе кайсан вара, халӑх каллех пӗрлешме тытӑнчӗ, анчах пит вӑраххӑн пӗрлешсе пычӗ: Ольховка ҫыннисем унӑн ҫара урисен йӗрӗсем ҫинелле, ҫӑра пылчӑклӑ ҫӗр ҫине пӑт-пат тӑрса юлнӑ йӗрӗсем ҫинелле хӑраса пӑхрӗҫ. — Акӑ епле тумалла! — Кондрат плуга хӑяккӑн вырттарчӗ те кулса ячӗ. — Леш ачана вара ахалех хупа пӗрле ертсе ҫӳретӗн, — тата тӗксӗмреххӗн каларӗ старик. — Андрей Ерофеич! — Э? Ҫапла сиввӗн калаҫнин сӑлтавне эпӗ нумайччен ӑнланса илеймерӗм, пӗр пысӑк ҫын каласа парсан тин пӗлтӗм. Топливо, кислород, апат — нумайлӑха мар. «Эсир ҫынсен кӑмӑлӗсем ҫинчен вӗсем пуҫра йӗркеленсе ҫитиччен пӗлме тивӗҫ», — тет вӑл. Манӑн мӗнпе тӳрре тухмалла? — Эсир Будановка колхозӗ ҫинчен илтнӗ-и? Павильонпа юнашар пекех музыкантсем тӑраҫҫӗ, пюпитрсем ҫук вӗсен, пюпитрсем вырӑнне нотӑсене саркаласа тытнӑ салтаксем тӑраҫҫӗ; ҫав полкри салтаксемех вӗсем; вӗсем патне, итлессинчен ытла курма тесе пулас, писарьсем, юнкерсем, ачисене ҫавӑтнӑ нянькӑсем, кивӗ шинель тӑхӑннӑ офицерсем пухӑнса тӑнӑ. Чупма, ҫӑмӑллӑн сикме, упражненисем тума вӑй-хал тата ҫаврӑнӑҫулӑх кирлӗ. Каҫчен караван ҫӗр хӗрӗх улттӑмӗш меридиан урлӑ каҫрӗ те, Мёррей округӗн чиккине ҫитсе ҫӗр выртма чарӑнчӗ. Варвара Николаевна ырӑ барыня, тӗрӗс! Ах тупата, хӑйне лайӑх тыткалас енӗпе мӗн таран вӑл ҫынна юрама пӗлет ҫав! Тата темиҫе минутранах рамадӑна кашкӑрсем кӗтӗвӗпех кӗрсе тулӗҫ. Дик Сэнд хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ. — Йытӑсемпе аппаланнӑ ҫав, анчах ӳксе амантӑм: лаша ҫинчен ӳкрӗм те амантӑм. Ура ҫине вӗсем пӗр вӑхӑтрах тӑчӗҫ, темиҫе ҫекунд ним шарламасӑр пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса тӑчӗҫ, унтан Давыдов ун аллинчен пиншакне илчӗ те куҫӗсемпе ҫеҫ ӑшшӑн кулса:— Спаҫҫибӑ, Варя! — терӗ. — Ой, ой! Пирӗн чыспа юратӑва илес пулсан, тӳрӗ кӑмӑллӑ эпир, мӗнле те пулсан путсӗр штатски ҫынран шанчӑклӑрах пулма пӗлетпӗр. Ҫав ҫамрӑк хӗрӗн пурӑнас тенӗ кӑмӑлӗ хӗрсе вӗркесе илчӗ те ытти пур туйӑмне те хупӑрласа илчӗ, текех ӑна вилӗм те кирлӗ мар пулса тӑчӗ, вӑл ҫӑлӑнасшӑн пулчӗ, иртӗхнӗ юн ӗҫенсем хӑйне мӑшкӑл кӑтартасран сыхланса вӑл тарма шут тытрӗ. Унта акӑ мӗн пулса иртрӗ. Тӗплӗн шухӑшласа пӑхмасӑрах ҫакнашкал сӑмахсем каланӑшӑн манӑн часах пӑшӑрханмалла пулчӗ. Вӑл мана тинӗсе пӑрахтарасшӑн капитансене темиҫе хут та ӳкӗтлерӗ пулин те, ҫак киревсӗр усал этем мана пурпӗрех вилӗмрен те хӑрушӑрах хӗн кӑтарттармалла тутарчӗ. — Эх, шеремет ҫынӗ… — тесе хыҫҫӑн каласа ярать Уҫӑп. — Эсӗ ҫакна ӗненетӗн-и, патша? Ӑнланмалла, пӗтӗм чун хавалӗпе, хӑйӗн халичченхи пек мар илтӗнекен сассинчен именкелесе, слесарь хӑй сӑмахне пӗтерчӗ те, хулпуҫҫийӗсем ҫинчен йывӑр япала илсе пӑрахнӑ пек, пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленсе тӑрса, ыйтусем пуласса кӗте пуҫларӗ. Ҫӗлен-калтасен куҫӗсем Мускава курасшӑн ӑмсанаҫҫӗ-и? — терӗ вӑл. Ҫуран ҫар офицерӗсем вӗсем. Вӗсен умӗнче пӑрҫапа котлет хунӑ турилккесем лараҫҫӗ. Пӗр бутылка «бордо» теекен квасак эрех, Крым эрехе пур вӗсен. Пӗри ҫамрӑк, хӗрлӗ ҫухаллӑ шинелпе вӑл, шинеле ҫинче унӑн икӗ пӗчӗкҫеҫ ҫӑлтӑр. Тепри ватӑ, шинелӗ ун хура ҫухаллӑ, кун вара ҫӑлтӑр таврашӗ ҫук. Ҫамрӑкки ваттине Альминскри ӗҫ ҫинчен каласа парать. Гагара хӑйӗн йӑвине чӑнкӑ сӑртлӑ ҫӗре мар, тинӗс хӗрринчи ҫын пырса кӗмелле мар ҫӳллӗ чулсем ҫине ҫеҫ туса хунипе, гагара хыҫҫӑн ҫӳрекен сунарҫӑшӑн вӑй-хал нумаях та кирлӗ мар. Вӑл ыратнипе кукӑрӑлса илнине эпӗ куртӑм та ҫапла шухӑшларӑм: «Ҫавӑн тирӗ ҫинче шӑтӑк пулса юлман пулсан, эпӗ унпа хамӑн тире улӑштарма хатӗр» терӗм. Силвио хӑйӗн мӗн пур япалисене тирпейлесе ҫыхса та хатӗрленӗ; пульӑсемпе шӑтарса пӗтернӗ стенасем анчах ҫаралса юлнӑ. — Халь шыв-шур-ҫке-ха, ҫырма-ҫатрасене шыв тапса тулнӑ, ҫул ҫук. Манӑн Костька ӗҫӗ ҫинчен эсир мӗн шухӑшланине пӗлес килет. — Апла-тӑк мӗн кирлӗ? Хӑй шурнӑ кӑна та мар, шап-шурах, пирӗн умма ларнӑ та пирус туртать, пирус кӗлӗ пур ҫӗрте те сапӑннӑ, унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче те пур. Ну, ҫӑва патне ӗнтӗ ӑна! Уяв кунӗн ирӗ. — Кӑна та нигилизм теҫҫӗ, — терӗ тепӗр хут Базаров, уйрӑммӑнах чӑрсӑррӑн. Унтан ачасем каннӑ, пӗр старике ҫар ҫыннисен яланах ырӑ кӑмӑллӑ та хӑюллӑ пулмалли ҫинчен, йӑха ырлӑх тӑвассишӗн яланах хӑйӗн пурӑнӑҫне те пама хатӗр пулмалли ҫинчен каланӑ. Мӗн, — тесе хушрӗ вӑл кулкаласа, — лайӑх ҫырнӑ вӗт? Эсӗ брюнет мар, анчах санра темӗнле чиканлӑх та пур. Хӑйсен улпутне ҫынсем хӑйсем темиҫе ҫул хушши кӗрсе ӑна пуҫ тайса пурӑннӑ пӳлӗмех сӗтел ҫине тирпейлесе вырттарчӗҫ. Сэр, тархаслатӑп сире, часрах аттене ҫӑлма каяр. Ултӑ якӑрне те антарчӗҫ. Ҫӗмӗрӗлмесӗр юлнӑ тӑхӑр туппа тӑшман эскадрине хирӗҫ борт хӗррине вырнаҫтарчӗҫ. Мӑйне йӑлтӑркка галстук ҫыхнӑ. Ҫавӑ мана нимрен ытла тӗлӗнтерсе, хӑратса ячӗ. Мӗн кирлӗ-ши вӗсене кунта, пӗлессӗм килетчӗ манӑн. — Ah! mon cher, — ответлерӗ кукамай, сассине ҫемҫетсе тата аллине унӑн мундирӗн ҫанни ҫине хурса, — хӑй мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума ирӗклӗ пулсан, вӑл чӑнах та килнӗ пулӗччӗ. Малалла! — командӑланӑ капитан. Ромаҫ Ҫӗпӗр ҫинчен, Ҫӗпӗрти пуян хресчен ҫинчен каласа кӑтартать, анчах Кукушкин сасартӑк шухӑша кайса мӑкӑртатать: — Селедкӑна пӗр икӗ-виҫӗ ҫул хушши тытмасан, вӑл ҫав тери ӗрчесе кайма, ӑна пула тинӗс те ҫырансенчен тухма, ҫынсемшӗн потоп пулма пултарать. Мӗнлерех ӑслӑ вӑл! — Ку ӗҫе ырана хӑварӑпӑр, — терӗ Паганель. Унӑн айӗнче отлив, ту ҫинчен анакан шыв пек, кӗрлет те шавлать. — Ҫавӑ… пуринпе те пулма пултараймасть ӗнтӗ… Тата пӗр хут пур, ӑна хӑй ҫырнӑ пулмалла, унта:«Юлташсем, эпӗ вилес пулсан, манӑн тӑвансене ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме ыйтатӑп; Робертс виски-сода текен эрехе сыпнӑ та калаҫма тытӑннӑ: — Ҫак ачана мӗнле тупни ҫинчен эпӗ нихӑҫан та каламанччӗ пулас? Ярса тӑракан шыва йӗкӗр ывҫӑ ҫине илсе, вӑл вӑраххӑн питне ҫурӗ, ҫӑвар ӑшне чӳкерӗ те Лопуховсен кил-йышӗ ҫинелле пӑхрӗ. Мӑнкун умӗн ӑна светуй архангельсем лартаҫҫӗ; турӑ пӗрремӗш пусми ҫине ярса пуссанах вара, мӗнпур усалсем ҫӗр тӗпнелле вӑркӑнаҫҫӗ те тӳрех тамӑк хуранне лекеҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Христос праҫникӗнче ҫӗр ҫинче пӗр усал та юлмасть». — Анчах хулара сире мӗнле тупас-ха? — Тӗрӗк чӗлхинче ун пек сӑмахсем те ҫук, — терӗ вӑл. Хитре лаша урӑх ҫын аллине те кайса лекме пултаратчӗ пулӗ тен, вара мисс Луиза пит хурланнӑ пулӗччӗ. Анчах, сирӗнпе пӗрле эпӗ те пулассине ан кала, атту чӑнах та ямӗ… Тепӗр самантран Монтанелли ура ҫинчи чӗнсене те касса татрӗ. Вялова куҫ умӗнчен сирес тесе, Артамонов ӑна чиркӳ е вӑрман хуралҫи пулма сӗнчӗ, анчах Тихон килӗшмерӗ, пысӑк пуҫне ҫеҫ пӑркаларӗ: — Юрӑхлӑ мар эпӗ вӑл ӗҫе. Аслӑ Артамоновпа никам та калаҫмарӗ, вара ҫаксемшӗн пуриншӗн те: пӑлхавсемшӗн, ҫанталӑк начар пулнӑшӑн, патша хӑйне темле пӗлмесӗр тыткаланӑшӑн та, арӑмӗсӗр пуҫне пурте ӑна айӑпланине туйрӗ. Присягине тата лӑп ҫур ҫӗр тӗлӗнче ҫын пӗртте ҫӳремен, чи хӑрушӑ ҫӗрте памалла, усал тухакан ҫуртра присяга парсан тата лайӑхрах пулать. Корзинӑра сакӑр ҫӑмарта тата пӗр-икӗ килограма яхӑн ҫӑнӑх тултарнӑ хутаҫ выртаҫҫӗ. Дик Сэнд ҫакӑн пек пуласса шанчӗ, кун пек шутлама сӑлтавӗ те пур. — Кӳрентертӗн эсӗ ӑна. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп! — кӑшкӑрса илчӗ вӑл. Хурарах ҫӳҫне юсаса, тутине пӑчӑртаса тытса, вӑл тӑруках сивӗ ҫын пек, тем ҫинчен хытӑ шухӑшланӑ пек пулса тӑчӗ. — Нимӗн усӑсӑр пӗтет, — тесе хушса хучӗ Владимир хурлӑхлӑн. Акӑ вӑл ман ҫинчен капитана калама кайрӗ. Унӑн матросӗсем, текех сехӗрленме пӑрахнӑскерсем, эрех пичкин тӗпне ҫапса кӑларчӗҫ те ӗҫме пуҫларӗҫ. Вӑл мана хӑйӗн адресне хӑварчӗ, хӑй патне кӗрсе тухма хушрӗ. Вӑл алхасарах кулса илет те хавассӑн кӑшкӑрать: — Сывӑ пулӑр, арестантсем! — тет, унтан шӑши ҫури пек хӑвӑрт тухса ҫухалать. Смолин Любовь аллине чӑмӑртанӑ, янӑравлӑ баритонпа кулкаласа калаҫнӑ: — Авалхи юлташӑра эсир манман пулӗ тесе шанассӑм килет, — тенӗ вӑл. Ман кӑкӑрсем хушшинче эсӗ мирра ҫыххи евӗрех выртатӑн! Сарлака диванӑн тепӗр вӗҫӗнче урисене хутлатса ларакан Николай ҫине, Софьйӑн тикӗс кӗлетки ҫине тата унӑн ылтӑн тӗслӗ хулӑн ҫӳҫпе витӗннӗ пуҫӗ ҫине вӑл ыйхӑпа тӗлӗрнӗ пек пӑхса ларчӗ. — Каҫарӑр, Егоровна, — терӗ Степан, — юрӗ, урӑх юрламӑп. — Анчах кунта кама питлӗпӗр-ха эпир!? Ҫурта илсе килеҫҫӗ», — кӑшкӑрчӗ мана темле сасӑ. Павелӑн куҫӗ, яланхи пекех, амӑшӗ курма хӑнӑхнӑ лӑпкӑ та ҫирӗп кулӑпа йӑлкӑшса тӑчӗ. 3. Ртуть юпи анма е хӑпарма пуҫласан, икӗ хутӗнче те ҫанталӑк тӑруках улшӑнсан, ку улшӑну нумайлӑха мар. Анчах ун пек кӑшкӑрма шикленмелле, — кам пӗлет, кӑка илтсен шуйттан мӗн хӑтланассине? Вӑл ӑҫта та пулин ҫывӑхрах ҫӳрет пулмалла. Давыдов ӗҫсе ярайман кружкине сӗтел ҫине лартрӗ. Сирӗн ыйтӑвӑрсене хирӗҫ ответ парассинчен пӑрӑнма ҫеҫ пултарать вӗт? Ним сӑмах чӗнмесӗр тӑнисӗр пуҫне унӑн урӑх хӗҫпӑшал ҫук. Камер-юнкер пирӗн пата кашни кунах ҫӳрет. Бубенчиковсем Нина Капитоновнӑна тӑван тивеҫҫӗ, эпӗ Катя вӗсем патне тухса килнӗ пирки нимӗн чухлӗ иккӗленместӗп. Трактирте-мӗнте, «машина» салхуллӑ кӗвӗ каласа ярсан, вӑл тӳссе ларайман, кӗҫех ун кӑкӑрӗнче темӗскер пӑшӑрхантаруллӑн йӑкӑртатма пуҫланӑ, вара вӑл музыкӑна чарма хушнӑ, е, ҫак куҫҫуллӗ ӳпкелешӳпе тулнӑ сӑмахсӑр калаҫӑва итлеме пултарас ҫуккине пӗлсе, пӑрӑнса канма тӑрӑшнӑ. Мана хулпуҫҫинчен тытса тӑрса, Смурый темскер калакаларӗ капитан помощникне, матроссем ҫынсене хӑваларӗҫ, пурте саланса пӗтсен, вара повӑр салтакран ыйтрӗ: — Мӗн тӑвас-ха санпала? — терӗ. — Мӗншӗн? Тухса каяс кун ҫитрӗ. Аван-им апла? Анчах та ҫук. Гарри Грантӑн арӑмӗ Роберта ҫуратнӑ чухне вилнӗ, ҫавӑнпа вӑл инҫе ҫула тухса кайнӑ вӑхӑтсенче ачисене ашшӗпе пӗр тӑванӗн хӗрӗ патне хӑварнӑ. Поэт-драматург та тупӑнчӗ — Настя Шекачева. Икӗ ҫын Мориса хулпуҫҫисенчен тытса тӑнӑ, виҫҫӗмӗшӗ ун чӗркуҫҫийӗсем ҫине хӑпарса тӑрса, урисене ҫӗр ҫумнелле пӑчӑртаса тӑнӑ. — Кайӑпӑр, Тоня, эпӗ ҫавнашкал лаццарони ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймастӑп. Вилӗме ӑна этем те, ытти тӗрле чӗрчун та улталаймӗ. Курсам эсӗ, вӑл хӑй ҫине тӑххӑрмӗш юбка тӑхӑнать! Ҫав пирӗншӗн пуриншӗн те ӑнланмалла мар ҫыхӑну ҫинчен пӗррехинче манпа сӑмах тапратса, Варенька ун пирки ҫапла ӑнлантарчӗ: — Дмитрий хӑйне хӑй юратакан ҫын. — Сывлӑх сунатӑп, Михайло тӑванӑм! — тесе кӑшкӑрчӗ амӑшӗ аякранах. — Ҫапла, — терӗ Паганель. Кунта пӗр-пӗр ҫӗрте тӑпра ӑшне хаклӑ япала таврашӗ те чиксе хунӑ пулӗ. Пӑлханнипе, выҫӑпа, ывӑннипе халтан кайса ҫитнӗ Артамонов садри ҫу пек сарӑ ҫутӑн виҫӗ йӗрӗ урлӑ сарлака, хура мӗлке иртсе кайнине курчӗ. — Ку кӗнекесем санӑн-и? — ыйтнӑ Половцевран. Лиденброк профессора наука енӗпе ӗнентерни анчах тытса чарма пултарнӑ; ҫавӑн пек инҫе ҫула тухса каяссине хирӗҫлекен пысӑк сӑлтавсемех пур. Алхасма юратакан ҫын, благороди! Хӑш чухне вӑл кун тӑршшӗпех, иртен пуҫласа каҫченех, ҫӗтсе пурӑннӑ, тепӗр чухне ир-ирех пырса сӗм каҫченех ӗҫленӗ. Анчах Джонни вӗсене итлемен те, курман та. Маншӑн сан сӑну ҫут хӗвел пекех», тейӗ? Пурте шӑпланчӗҫ. — Куратӑн-и, кӳпӗнсе кайичченех хыпнӑ! — хальчченхи пекех ҫинҫерех сасӑпа каларӗ Бояркин. Ӑнланма йывӑр пулнӑ вӑл ачана, вӗсем виҫҫӗшӗ те ӑнланмалла мар пулнӑ. Анчах тавлашса кайнипе пӗр хӗрлӗ ҫӳҫлӗ чармак куҫлӑ ача мана ҫапла пӳрнерен тытса тарать те, ӑна нимӗн хӗрхенмесӗр пекӗпе касать, — ҫавӑн пек чух урок итлесе ларас пур-п? Вӑт ҫапла, сӑмахран, Диф замокӗнче, Марсель гаванӗнче, тӗрмере ларнӑ пӗр ҫын ҫӗр айӗнчен чавса ирӗке тухнӑ. Сан шутупа, миҫе ҫул чавнӑ вӑл? Тарнӑ. Лайӑхрах пӑх! Вӗсене эрне хушшинче те итлесе пӗтереймӗн. Вӑйсӑр ҫынсем нихҫан та хӑйсем пӗтереймеҫҫӗ — пӗрмаях пӗтессе кӗтеҫҫӗ. Ӑна хӑяккӑн пӑхкалама тытӑнчӗҫ, анчах ӑна сӳпӗлти хӗрарӑмсен сӑмахӗ питех пӑшӑрхантармарӗ, савнӑ ҫынни тем курса тӑрасран хӑранипе унӑн ҫаплах куҫҫулӗ чарӑнмасӑр тӑкӑнчӗ. Гамбург хули урлӑ иртсе кайнӑ чухне ун пӑтне Гемфри Дэви, фон-Гумбольдт, капитан Франклин тата Сабин ятлӑ ученӑйсем те кӗрсе тухнӑ; Акӑ индеецсем чӗртсе хӑварнӑ вут юлашкисем, кунтах сурӑхсемпе лаша йӗрӗсем те пур… Эпӗ и-ирискӑсене кӗсьене хурӑп, вӗсем мана пурнӑҫра ҫухатнӑ, мӗнпур савӑнӑҫсемшӗн йӑпатӗҫ. «Сывӑ пул, Ганна!» илтӗнчӗ тепӗр хут, вара вӑл каллех Ганнӑна чуптуса илчӗ. Уншӑн йӑлтах эсӗ айӑплӑ, юратса пӑрахнӑ вӗсем сана, ҫавӑнпа ҫапӑҫаҫҫӗ. Тӗттӗмре эпӗ тӗмсем ҫине такӑнатӑп та, хӑйӑрлӑ шӑтӑксене кӗрсе ӳкетӗп. Кора6лев ман ҫине пӑхса илчӗ. — Юнашар палатӑра татах мӗнле те пулин Гвоздев пур пулас… Марья Кириловна хӑй пӳлӗмне кайрӗ, ҫырӑва уҫрӗ те ҫакна вуласа тухрӗ:«Паян 7 сехетре юханшыв хӗрринчи беседкӑра пулӑр. Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур». — Окопсенче вилесем курӑнмарӗҫ-и? Анчах ҫапах хӑрамалла-ҫке. Пӳртре ҫутӑрах ӗнтӗ. Анчах ку, вӑл аташса кайнине пӗлтермест-ха. Ҫийӗнчӗх кӑсӑклантарса ячӗ ҫакӑ Олеҫҫӑна: — Мӗн вӑл Питӗрпур? Пӗр-пӗр местечкӑ-и? — Ҫук, ку вӑл местечкӑ мар; ку вӑл вырӑссен чи пысӑк хули. — Чӑн пысӑкки-и? Ак эпӗ сире тумлантаратӑп, тет ӗнтӗ, халь ак тухса кайӑрах, ӑҫта кирлӗ унта! Лешӗ ун аллине тытмасть, сӑмах та хушаймасть. Хушӑран-хушӑран вӑл ҫынна ним вырӑнне хуман пек, ҫав вӑхӑтрах темле тӗксӗммӗн халӑх ҫине, суд членӗсем ҫине пӑха-пӑха илет. Утрав тӗпӗ икҫӗр ярда яхӑн хулӑнӑш алмазлӑ плитаран тӑрать. Кӑнтӑрлахи хӗвел пит те тӗлӗнмелле картинӑна ҫутатса тӑнӑ. Артур киле ҫав тери хавасланса таврӑнчӗ. «Акӑ кунта мӗн тӑваҫҫӗ, — тесе шухӑшларӗ те Огнянов, софта сӑмахне вуласа пӗтерессе кӗтмесӗрех урамалла тухрӗ. Ахальрен мар ӗнтӗ ӑна Блоха тесе ят панӑ. Тимур ҫаратрӗ тетӗр-и ҫак эсир? Хушнине итлемен чирлӗ ҫынсемпе врачсем шӑпах ҫавӑн пек калаҫаҫҫӗ. Вӗсем хӑратаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулӑшма пулаҫҫӗ. Огнянов Стрем айлӑмне палласа илчӗ. — Ҫук, Женя, тӗрӗсех. Каҫпа, тинӗс тӳремлӗхӗнчи сӑнсем тӗттӗмленнипе курӑнма пӑрахсан тата хумсем вӑйлӑнрах, хытӑрах ҫапӑнма пуҫласан, пассажирсем каютӑсене саланчӗҫ; Горева, лесоводпа хӗрачи тата Кавказ ҫыннисем иккӗн салонрах юлчӗҫ. «Мӗншӗн никам та хӑйне кичем тесе шухӑшлама хӑймалла маррине палӑртакан сӑн тумалла-ха», — шухӑшларӑм эпӗ Дмитрий пирки хам ӑшра, пӗр сӑмах чӗнмесӗр кресло ҫинче тикӗссӗн ярӑннӑ май. Хӑй организациленӗ парти шкулӗнче вӑл парти историне вӗрентнӗ, библиотекӑра вулакансен конференцине туса ирттерме пулӑшнӑ, эрнере икӗ кун хушши Юрий Поднебескӑна техникума кӗме хатӗрленӗ, тата, юлашкинчен, хӑйӗннипе Софья Ивановнӑн ҫурчӗ ларакан территорири «Новосёл» колхоза пахчаҫӑсен семинарне ҫӳренӗ, унта вара хӗрсе кайсах ҫулталӑк хушшинче мӗнле майпа икӗ хутчен — Анашин меслечӗпе — ҫӗрулми, Дергач меслечӗпе — помидор туса илесси ҫинчен тавлашнӑ. Питех те шел! Мӗн питех кулмалли каларӗ вара вӑл ача? Вӗҫекен утрав ҫинче хама лайӑхах мар йышӑнчӗҫ тесе калама пултараймастӑп пулин те, ҫапах та, тӗрӗссипе каласан, вӗсем мана ҫав териех хисеплемерӗҫ. Ку ҫеҫ те мар-ха, лапутянсем ман ҫине кӑшт йӗрӗнсерех пӑхрӗҫ. Ку ҫапла пулассине малтанах кӗтмелле пулнӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен король хӑй те, унӑн ҫыннисем те математикӑпа музыкӑсӑр пуҫне урӑх нимпе те интересленместчӗҫ. Эпӗ хам ку тӗлӗшпе вӗсенчен сахалтарах пӗлеттӗм, ҫавӑнпа та вӗсем мана пӗрре те хисеплеме пултарайман. Кухня ҫумӗнчи пӗчӗк пӳлӗмре хупах хуҫин прислуги ӑшӑ ыйӑхпа ҫывӑрать. Эпир вара, большевиксем, ҫавна Конституци проекчӗн пахалӑхӗ тесе шутлатпӑр. Уҫӑлсах тӑракан чӳрече витӗр Павел каллех перрон ҫине тухрӗ. Унӑн ҫывӑрас килчӗ, таврара мӗн пуррине, пуринчен ытла хӑйне хӑй манас килсе кайрӗ. Ҫавӑнпа вӑл, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек курӑк тӑрӑх шуса, ун хыҫҫӑн пыма пӑрахмарӗ. Ку, энтомологиллӗ тӗпчевшӗн аяккарах пулчӗ пулин те, ҫӗр ҫинче пысӑк хура пӑнчӑ куҫнине курмалӑхах ҫывӑх. Чи малтанхи самантсем ҫеҫ, самолета ҫил-тӑман вӗҫтерсе каясран ҫирӗплетсе лартнӑ самантсем ҫеҫ, тепӗр хут ҫаврӑнса килмерӗҫ. Сылтӑм алли унӑн кӗсйинчеччӗ, вӗр-ҫӗнӗ хут укҫасене турткалашуллӑн чӑкӑртаттаратчӗ. — Ах, пӗлетӗп, пӗлетӗп! — васкаса та савӑнӑҫлӑн пӳлчӗ ӑна Шурочка. Патакӗсем вара сӑмса тутринчен пилӗк дюйм ҫӳлӗрех выртакан, пур енчен те карнӑ карлӑк пекскер пулчӗҫ. Законпа кӑтартнӑ тӑрӑх, король йышӑнакан кашни ҫыннӑн ӑна ҫак сӑмахсемпе саламламалла. Вуникӗ хутчен пӗр тикӗс янӑравлӑн чан ҫапни илтӗнет. — Мӗн мӑкӑртататӑн тата? Шик шӑхӑрса, витӗрех! Пуҫӗпе килӗшӳллӗн сулса илсе, вӑл сухалне ывӑҫӗнчен кӑларса пӳрнисемпе турткаларӗ те ларчӗ. Аслӑ учитель вырӑс семинаринче вӗренсе тухнӑ, вӑл пур семинаристсем пекех уҫӑ кӑмӑллӑ, ытлах тирпейлӗ темӗпӗр ӑна, савӑнмалла пулсан — каҫса каять, хӑй патне шкула пулӑшакансем пымассерен вара е Хомяков сӑввисене, е Державинӑн «Турӑ» одине пӑхмасӑр кала-кала парать. «Ҫутҫанталӑк пуринпе те усӑ курмасть», «нуша теме те вӗрентет» текен пысӑк шухӑшлӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине мансӑр пуҫне урӑх никам та тӳссе ирттермен пулӗ. Санин хӑй умӗнче пыракан кӗлеткене хуса ҫитсе иртсе кайрӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ… Эпӗ сире кӳрентернӗшӗн пуриншӗн те каҫарӑр; вӗсем ман ирӗкпе пулман. — Акӑ мана куҫран пӑхӑр та; эсир тӗрӗс каламарӑр, тейӗр. Ҫакна тума вӗсен вӑхӑт питӗ нумай иртет — темиҫе эрне те, уйӑх та, мӗншӗн тесен перине стена ҫинче хӑйраҫҫӗ. — Чӑнах-и? «Онегина ҫын вӗлернӗшӗн айӑплӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ?» тенӗ манӑн ыйтӑва вӑл аяккалла пӑрса: «Онегин — эгоист» тесе ответлерӗ. Ку унтан хӑйӗнченех килӗ ӗнтӗ… Карчӑк темӗн ҫиллес мӑкӑртатрӗ, хапхи алӑкне ҫапах та уҫрӗ. Ҫиелтен пӑхма вӗсем хӑйсенчен пистересшӗн пулнӑ пек туйӑнчӗҫ пулин те, эпӗ, ҫак ҫынсенче тем лайӑххи пуррине туйса тата пӗр-пӗринпе юлташла хаваслӑн килӗштернине ӑмсанса, вӗсем патнелле туртӑнтӑм, хамшӑн мӗн тери йывӑр пулнине пӑхмасӑр; вӗсемпе ҫывӑхланасшӑн тӑрӑшрӑм. Эпӗ сукмак ҫинелле чупса тухрӑм, йытӑ мӑйне пӑрмасӑр темле авӑнса илчӗ, мана симӗс тӗслӗ выҫӑ куҫпа пӑхса илчӗ те, хӳрине хӗссе вӑрман ӑшнелле тапса сикрӗ. — Ҫук атте, ҫак вӑл пӗтӗмпех ун пек мар, ун пек мар! Хӑнана каятӑп Каяс-и, каяс мар-и унта? — тенӗ шухӑшпа вӑрантӑм эп ирхине. — Нимӗнле чӑрмав та пулас ҫук, — терӗ Гленарван. Тӗкӗр тӑрӑх, ҫӳлтен аялалла, хуласен ӗлкисене хупласа, ҫунатлӑ мӗлке шуса иртет. Пытанма хӳтлӗх ҫук. Пар-ха хӑвӑн тетрадьна, эпӗ пытарам… Вӗренӗр, ачасем! — кӑшкӑрчӗ Артамонов хӑйӗн ывӑлӗсене. Хам та хӑш чухне шансах пӗтерейместӗп ҫакна. Вӑл тӗлӗнсе пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн сасси савӑнӑҫлӑн янрать, вӑл час-часах кулать; вара, ҫав кулла илтсе эпӗ: вӑл мана хӑйне пирвайхи хут мӗнле курнине мантарасшӑн, тесе шухӑшлатӑп. — Акӑ эпӗ каллех шкуна ҫинче, мистр Гэндс, — терӗм эпӗ, унран кулса. Елена сад пахчине тухрӗ; анчах садра ҫав тери шӑп та ешӗл, сулхӑн пулнипе, кайӑксем ҫав тери шанӑҫлӑн чӗвӗлтетнипе, чечексем хаваслӑн пӑхнипе вӑл хӑраса ӳкрӗ. Сирӗн канлӗх — таса уй та лайӑх кӑна лаша пулмалла; вот сирӗн канлӗх. Корытова итленӗҫемӗн, Воропаев хӑй ӗҫӗпе килсе Корытов умӗнче мӗн тери илемсӗр те тӗлӗнтермӗшлӗ йӗр хӑварма пултарассине майӗпен ӑнланса илме пуҫларӗ; чӑлах та, ҫав хисеплӗ коммунист тӑватӑ хутчен аманнӑ, унӑн сулахай ури татӑк тата ӳпкинче те туберкулез, ҫапах та вӑл нумай ӗҫе тума пултарать, анчах ун вырӑнне вӑл темӗнле ухмахла хутор пурнӑҫӗ ҫинчен шутлать. Вилесем, ӳпкелешсе, мӑкӑртатма тапратнӑ; пурте хӑйсен юлташӗ хутне кӗнӗ, Адриана вӑрҫма, юнама тытӑннӑ. Адриан вара хӑй те вилесем кӑшкӑрашнипе, вӗсем хӗстерсе пынипе лӗпсӗрех кайнӑ, отставкӑра пурӑннӑ гварди сержанчӗн шӑмми ҫине йӑванса кайнӑ, тӑнӗ пӗтнипе нимӗн пӗлми пулса выртнӑ. Ҫул хӗррисенче нимӗҫ танкӗсем курӑнкалаҫҫӗ; шурлӑха кӗрсе ларнисем те, ҫӗмрӗккисем те пур кунта. Пулӑшӑр! — Эсир унтан пӗччен килтӗр-и? Мӗншӗн качча тухмалла мар-ха ӑна? Николаев ҫийӗнчех хуса ҫитрӗ ӑна. Ҫав тери лайӑх. — Эпӗ-и? — ыйтнӑ вӑл, ун ҫине куҫӗсене хуллен ҫӗклесе ӑнланмалла мар пӑхса. — Манӑн вывод ҫакӑн пек. Вара икӗ ҫын хушшинче хальччен курман-илтмен тытӑҫу — хӗҫпӑшалсӑррипе вилес патне ҫитнӗ ҫын хушшинчи дуэль пуҫланчӗ. Пӗртанлӑх патне ҫитрӗмӗр иккен! — Анчах мӗн шутланӑ-ха эсир? — тесе ҫине тӑрсах ыйтрӗ Гленарван. Кухньӑра уҫҫӑнах вӑл чышка чӑмӑртанӑ пӳрнисем шӑтӑртатни илтӗнчӗ. Ромашов, тӑванӑм, эхер те чӗрчунсем, тӗслӗхрен, йытӑсем, этем чӗлхине ӑнланма пултараяс пулсассӑн та, вӗсенчен пӗри ӗнер Дица итлесе пӑхнӑ пулсассӑн, туршӑн та, намӑсланнипе вӑл пӳлӗмренех тухса кайнӑ пулӗччӗ. — Татах каятӑн-и? Клисурӑ, Копривштицӑ, Панагюриште ҫапӑҫать, Средна-Горӑна ҫулӑм хыпса илнӗ! Апла пулсан, старикӗн ачасене чӗрӗллех ҫунтарса ямалла, пирӗн командир старикӗн пуҫне касмалла пулнӑ эппин? Тутӑхнӑ тимӗр решетке пӗр енчен хуҫӑлнине Артур асӑрхаса илчӗ. Кӑшт ҫапсанах решетке авӑнса, чӳречере ҫын тухмалӑх шӑтӑк пулать, тесе шухӑшларӗ вӑл. Алӑк каллех хупӑнчӗ. — Ҫук, тусӑм, ку пустуй япала! Эпӗ сана унта кимӗпе илсе каятӑп. Эпир каялла юханшыв тӑрӑх сулӑпа анӑпӑр. Рестораци залӗ улпут таврашсен пухӑвӗ пулса тӑчӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: вырӑнтан ӑна кирек хӑҫан та кӑларма пулать, ну, калӑпӑр, ун вырӑнне эпир уҫӑ кӑмӑллӑ, анчах ниме юрӑхсӑр учётчика лартӑпӑр, бюрократизм вара, паллах пулас ҫук, анчах учёт та пулас ҫук. — Пӗлӗтри вут хӑйсене ҫунтарса ятӑрах! — хивреленчӗ Ровоама хаджи пике. Ну, юрӗ, халлӗхе ларӑр-ха. Эпӗ сехӗрленсех ӳкрӗм: ҫакнашкал усал ӗҫсем пулнипе инкеке лекнӗ хыҫҫӑн хам ухмахланса каймарӑм-ши тесе шутларӑм. Вӑл мана пуҫӗпе сулса чӗнчӗ те гостинӑйран тухрӗ. Ирхине Ерофей Кузьмич вырӑн ҫинчен тӑмарӗ. Темӗнле шухӑша путаракан салхулӑх, асӑрхануллӑ именчӗклӗх, аякрине туйса тӑракан сисӗмлӗх ҫӑмӑл мӗлӗкепе чӗркесе лартнӑ тейӗнех вӗсен сӑмахӗсене, чуптӑвӗсемпе ыталашӑвӗсене. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле, чее, ултавҫӑ ҫын пулать вӑл… — Кунтан пульӑпа лектерчӗҫ, пулмалла, — терӗ салтак, алли ҫинелле кӑтартса, — анчах ак кунтан, хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, темӗскерпе пуҫа шӑтарчӗ, — вӑл вара, пуҫне пӗксе, ӗнси ҫинчи юнланса ҫыпҫӑнса ларнӑ ҫӳҫне кӑтартрӗ. Атя, пӳрте кӗрер. Ҫак ҫинчен ҫынран пӗри эпӗ, ҫамрӑк ача. Джон Мангльс калаҫӑва урӑх ыйту ҫине куҫарма васкарӗ. — Эпӗ «Дункан» ишӗвӗсем ҫинчен каласа пӗтертӗм. Тен халь тата мистер Гленарван панӑ сӑмаха тытас тесе, пире пирӗн пӗчӗк герой тунӑ ҫӗнтерӳсем ҫинчен каласа парӗ. Юлашки хут ыйтатӑп: эпӗ ыйтнине хирӗҫ каласа паратӑр-и эсир? Имени хуҫи хӑнасене крыльцара кӗтсе илчӗ, ҫамрӑк пике-хӗре алӑ пачӗ. Анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем Гленарвана йӑлтах тӗлӗнтерсе ячӗҫ. — Эсир-и! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсир Грант капитан ӑҫтине пӗлетӗр-и вара? — Ҫапла пулмасӑр, — терӗ Паганель. — Анчах вӑл мар-ха. Кунти ҫанталӑкӑн… пӗр… ӗнтӗ ӗненме те йывӑр ӑна. Вӑл ӑна юратни ҫинчен пӗр сӑмах та каламӗ, унӑн кӑмӑлне хуҫма тата туслӑха пӑсма пултаракан пӗр япала ҫинчен те асӑнмӗ. Кунта эпир тӑлӑха тӑрса юлтӑмӑр. — Мӗншӗн вара ҫавӑн чухлех пусӑ кирлӗ, хӑйсем килӗшнӗ ятпа кӗпер тунӑ пулсан лайӑхрах марччӗ-им? — пӳлчӗ ӑна бей. Салтак вӑрҫмашкӑн пурӑнать. Снаряд ҫурӑласса кӗтнипе пӗтӗм чун-чӗри тӑвӑнса тӑрать пулин те, таҫта шалта, чунӗ тӗпӗнче, пӗчӗкҫеҫ ҫӑлкуҫӗ пек, ҫаплах-ха шанчӑк пекки, хуллен ҫеҫ пулин те, тапса тӑрать, ҫакӑ хӑрушлӑх чиперех иртсе каясса шанатех вӑл — унтан вара… Унтан вара мӗн пуласси ҫинчен, ҫакӑ пӗтӗмпех чипер иртсе кайнӑ хыҫҫӑн мӗн пуласси ҫинчен вӑл, шухӑшлама пултарнӑ самантсемпе усӑ курса, хаваслансах шухӑшлать вара. «Мӗн тума кӑна илтӗм-ха? Ҫакнашкал мелпе унтан аслӑрах боксер та пӗрре кӑна мар усӑ курнӑ, апла тӑк, вӑл та ҫапла тума пултарать: сылтӑм енчен те, сулахайран та пӗр вӑхӑтрах тапӑнса янахран ҫеҫ памалла. Ирхи вӑхӑт та тарӑн юр ҫынсене ҫуртран кӑлармасть. Ҫапла ӗнтӗ тӗрӗксене вӗлернине урӑх никам та курмарӗ. Мӗн ятлӑ? Баденра вӑл унпа каллех, ӗлӗкхи пекех, пӗрлешсе кайнӑ; нихӑҫан та княгиня ӑна халиччен кун пек хытӑ юратман пек туйӑннӑ… анчах пӗр уйӑхран ӗҫ пӗтӗмпех пӗтнӗ: кӑвар, юлашки хут ҫулӑмланса илнӗ те, яланлӑхах сӳнсе ларнӑ. Хӑш чухне «Енюшенька!» тетчӗ те — вара, лешӗ ҫавӑрӑнма та ӗлкӗреймест, вӑл ридикюль ҫаккине хыпашласа: — «нимех те мар, нимех те мар, эпӗ ахалех», тесе хурать, унтан Василий Иванович патне каять те, аллисемпе питҫӑмартийӗсене тӗревлесе: «пӗлесчӗ, кӑвакарчӑнӑм, Енюшка паян мӗн ҫиесшӗн-ши, купӑста шӳрпи-ши, е борщ-ши?» — тесе ыйтать. Ҫанталӑкӗ юрӑхсӑр-и, ҫулӗ япӑх-и, ямшӑкӗ кутӑн-и, лашисем туртмаҫҫӗ-и, — пуриншӗн те станца пуҫлӑхӗ айӑплӑ. Старик ӑна хирӗҫ:— Лантенака ҫухатни — чуна ҫухатнипе пӗрех пулать.Лантенак вилсен — Вандея та вилет, — терӗ. Вӗсем те, Грэнджерфордсем пекех, ырӑ, пуян, сумлӑ-хисеплӗ ҫынсем. — Ну, ирӗклӗн пулсан, яра парӑр, уншӑн никам та чарма пултараймасть. Лӑпкӑ юхӑм кукӑрӗнчи шыв кӑкшӑм курӑкӗн шурӑ пуҫӗсене кӑшт ҫеҫ хускантарнӑ, тӗксӗм те тӳлек шыв ҫинелле шухӑшлӑн усӑннӑ хӑва тӗмисем ҫӑра ӳссе ларнине пула, кунта ҫил касси ҫитеймен. Ҫурҫӗр Ҫӗрне, сӑмахран, Вилькицкий мар, Татаринов капитан тупнӑ тесе те витерсех калама пулать. Пӗррехинче ҫакӑнпа тарӑхса ҫитнӗ Лятьевский ӑна ҫапла каласа хучӗ: — Половцев господин, ахаль те чухӑн лексиконӑрта сирӗн пӗр «тӗрме» сӑмах ҫеҫ юлнӑ тесе шутлама пулать. Кашни сассах ача вӑрахчен итлесе тӑрать, вӗсем вара пӗрин хыҫҫӑн тепри ярӑнса хумханаҫҫӗ, чӗтренеҫҫӗ, сывлӑшра ҫухалаҫҫӗ. — Епле ӑнланаймастӑн ҫак эсӗ; чӑх-чӗп вӑл — вак-тӗвек япала, пирӗн халӗ тӗп ӗҫе тумалла: колхоза тӗреклетмелле, колхоза ҫӗр проценчӗпех кӗртмелле, унтан акса хӑвармалла. Казанцев ротмистр пиншакӑн шалти кӗсйинчен Азовпа Хура тинӗс крайӗн тӑватӑ хут хутлатнӑ вунӑ ҫухрӑмла карттине кӑларчӗ, ӑна сӗтел ҫине сарса хучӗ, вара тӑваттӑшӗ те ун ҫинелле ӳпӗнчӗҫ. — Рехмет, Марко бай, ҫиес килмест-ха. Княгиня, сӑмах панӑскер, аннеҫӗме пырса курнӑ та — ун кӑмӑлне кайман. Георгий ӑна вуласа тухрӗ. Халь ӗнтӗ вӑл хӑй те шухӑша кайрӗ, салхуланчӗ. Эпӗ сунарҫӑ! Юлашкинчен ун хыҫӗнче хӑйне картинӑсем тума пулӑшакан, сӑрӑсем ватакан, урай шӑлса ӑна ҫавӑнтах аттипе варалакан ҫыннӑн — кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ каччӑн ури сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Вӗсенчен пӗри ыттисенчен хытӑрах янӑранӑ. Хура та хӗрлӗ сӑрпа ӳкернӗ, ҫӑлтӑрпа паллӑ тунӑ сӑрӑ хапха хыҫӗнче, Ольгӑпа Женя пурӑнакан дачӑпа хире-хирӗҫ ларакан ҫурт хуҫисен сулхӑн садӗнче, хӑйӑр сапса тухнӑ аллея тӑрӑх шурӑрах ҫӳҫлӗ пӗчӗк хӗрача утса пырать. Чӳрече умӗнчи качалка ҫинче ҫав хӗрачан амӑшӗ ларать. «Кӗҫӗр киле килмест ӗнтӗ вӑл», — шухӑшларӑм эпӗ, вара вӑл чылай аяккарах кайиччен кӗтрӗм те, пӑчкӑ туртса кӑларса, каллех леш пӗренене татма пикентӗм. — Карап мӗнле хӑвӑртлӑхпа пычӗ? Паян ак Ешӗл варта ирттерме шут тытнӑ. Нивушлӗ, эпӗ яланах унпа пӗрле пулни мана улшӑнтарчӗ-ши? «Ҫапах та тыткӑна лекни мар!» шухӑшласа илме ӗлкӗрчӗ лётчик, ҫывӑхри йывӑҫсем самолёт ҫунаттисем айӗнчен вӗлтлетсе курӑннӑ самантра. «Ывӑлӑм, эпӗ пӗр ӗҫ хушатӑп, ҫавна пурнӑҫла», терӗ вӑл уйрӑлас умӗн. Сана эпӗ хӑвна юнашар ларса пыни килӗшмест пулсан, вырӑн йышӑнатӑп пулсан, анса, лавпа юнашар утма пултаратӑп, анчах тилхепене сан алла памастӑп, шалишь, тӑванӑм! Унта шывран тухса тӑракан хура чулсем тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах ҫитме пулать. Хирӗҫ тӑраканни пӗр ҫын та ҫук. Йӑлӑхтарса ҫитернӗ шухӑшсенчен хӑтӑлас тесе, Павел хӑйӗнчен инҫех мар выртакан хӗрарӑмсем пӑшӑлтатса калаҫнине итле пуҫларӗ. Капитан ҫак ҫырӑва ҫырнӑ чух вӑл Катя пекех пулнӑ пулӗ, Катя вара ун чухне, пӗчӗкскер, ашшӗнчен ҫыру кӗтсе пурӑннӑ. Унтан эпӗ вӗсем чуптунине куртӑм; каллех пирӗн хыҫҫӑн утма пуҫласан, Зухин чылаях хыттӑн ҫапла кӑшкӑрса хӑварнине илтрӗм: — Сыв пул, теветкел пуҫ! Пирӗн хушӑра канашлу пулса иртрӗ, вара вӗсене хамӑрпа пӗрле илмесӗр, утрав ҫине хӑварма йышӑнчӗҫ. Кам-ха вӑл санӑн тата, леш, Маша тени? Ун умӗнче чеченлӗх хӗрӳлӗхӗпе юрату асаплантарни ҫинчен сӑмах сапалатӑн. Паровозӑн икӗ енчи икӗ пусми ҫинчен тата икӗ мӗлке сиксе юлчӗҫ. Вӑл аллисене сӗтел ҫине хучӗ те, пӳрнисене вылятса пӑшӑлтатса каларӗ: — Турӑ ан хуштӑрах ӑна каллех тӗл пулмашкӑн… турӑ ан хуштӑр! — Мӗн пирки тӗртсе калатӑр эсир? Кольхаунпа пӗр каварлисем каллех шавлаҫҫӗ. Сире хӑвӑрӑн тахҫанхи юлташӑр Ольга Ивановна Князева салам каласа ячӗ. Ак ҫак ача — унӑн ывӑлӗ. Тӗнчере нихҫан та ӑвӑслӑх кати те, йӗпе ҫулҫа куписем те, хама сулӑнса ҫапма кансӗрлекен вутӑ сыпписем те пулман тейӗн ҫав, ал вӑйӗпе ҫӗре тӗренсе «Ромашов, ҫаврӑн!» тесе калас мар тесе тӑрӑшса эпӗ пӗртте выртман тейӗн ҫав. Карта леш енче чие йывӑҫҫисем айӗнче кунӗн-ҫӗрӗн Егорушка ашшӗпе асламӑшӗ Зинаида Даниловна ҫывӑраҫҫӗ. Ватӑ гребенецсен йӑлисем унта ытти станицӑсенчен ытларах сыхланса юлнӑ тата ҫак станицӑн хӗрарӑмӗсем авалтанпах пӗтӗм Кавказ тӑрӑх хӑйсен илемӗпе палӑрса тӑнӑ. Пӗр ултӑ хутчен ӗмсе илсен, вӑл сигарӑна ҫӑвартан кӑларать, ӑна сӗтел хӗррине хурать те ҫапла калать: — Джентльменсемпе присяжнӑйсем! Вӑл мистер Генрие вӗлернӗ! Пӗчченех-и? — Санӑн кимӗ пур-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Суту-илӳ вӑрҫӑпа пӗрех, азартлӑ ӗҫ. — Сан ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланӑччӗ… Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! Ӗҫ, усал сана ҫитерӗ вӗҫне ҫитиех. Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! Ҫуркунне тени — сарӑрах та ҫилӗм пек ҫыпӑҫакан кӑчкӑ кӑларнӑ, хӗвел ҫутатса тӑракан тополь туратти ҫинчен те чӳрече витӗр шалалла пӑхнӑ. Пӗрре вӑл унран именчӗклӗн:— Софья Павловна!.. Кунта ҫутҫанталӑк сассисем те, ҫил шавӗ те, вӑрман кашлани те, юхан-шыв шӑмпӑртатни те, унӑн таҫти паллӑ мар инҫетлӗхре ҫухалса илтӗнми пулакан тӗтреллӗ калаҫӑвӗ те… Ку вӑл — тӑсӑкрах ҫаврашка. Хӗвел ун центрӗнчен 25,8 миллион км аякрах тӗрӗсмаррӑн тӑрать. Турӑҫӑм, ҫавна пула мӗн тери инкек тӳссе ирттерме тивет пире! Ҫири тумтир ҫӗтӗлсен, эпӗ кроликпа ытти илемлӗ чӗрчунсен тирӗнчен тумтир ҫӗлерӗм, ҫав илемлӗ чӗрчунсем кроликсем евӗрлех, унта вӗсене ннухнох теҫҫӗ. Кил кунта, мӗн хӑраса тӑратӑн, ухмах. Вӑл ӑшӑра ӳссе ҫитӗннӗ, ӑна мӗн кирлӗ пулнӑ — пурне те туса, тупса панӑ, анчах халӗ, акӑ, ҫичӗ ҫухрӑма ҫӗрле, пӗччен каять. — Пӗчӗк шӑллӑм, — терӗм эпӗ, савӑнса. — Эсӗ мана ҫӑлтӑн-ҫке! — Пӑрах! Тырра памастӑп! Кӗлет патне кам та кам килсе сӑмсине чикет, ҫавсене пурне те совет влаҫӗн тӑшманӗсем тесе шутлатӑп!.. — Охо! — терӗ мӑшкӑлласа Дымок, кӳршисенчен пӗрне ҫӑмӑл урапа ҫине тырӑ тиеме пулӑшаканскер. — Ерунда. Е индеецсем патне каять, вӗсемпе пӗрле буйволсене тытма ухутана ҫӳрет, ту ҫинчи ҫар сукмакӗсем тӑрӑх вӑл ниепле те улӑхмалла мар чӑнкӑ вырӑнсене хӑпӑрать, инҫетри Хӗвеланӑҫри ҫулсӑр тӳремлӗхсем тӑрӑх ҫӳрет, хӑҫан та пулсан вара аслӑ ҫар пуҫӗ пулса, кайӑк тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, хӑйӗн ӳтне сӑрласа пӗтерсе, хӑрушӑскер, киле таврӑнать. Ҫуллахи ыйхӑллӑ ир вара, вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухнехи пек хӑрушшӑн кӑшкӑрса, тӳрех вырсарникунхи шкула пырса кӗрет. Вӑл кӑшкӑрнине илтсенех, юн тымарӗсем ӑшӗнче юн та хытса ларӗ. Пӗтӗм юлташ вара мӗнле тӗлӗнсе кайӗ-ши? Вӗсем ӑна мӗнле кӗвӗҫӗҫ-ши? — Кунта тух, сана пурте курччӑр, — сӗнчӗ Нагульнов. Пӑтранчӑк хум вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна хупласах лартрӗ, анчах та вӑл пӗтӗм вӑйне пухсах кӗрешрӗ-ха, шывран сике-сике тухса пӑра малти урисенчи такансемпе чавма тытӑнчӗ. Кунти сывлӑшра кислород нумай, азот сахал. Анчах кунта нӳрлӗ ҫилсем пулаҫҫӗ, мӗншӗн тесен муссонсем ҫыран тӑрӑхӗпе вӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунта тӗнчен ытти пайӗсенчи ҫынсене хӗн кӑтартакан нумай чирсем, тифран пуҫласа чеччене ҫитичченех, кунта пӗри те паллӑ мар. Эпӗ пӑртакҫӑ кӗтсе лартӑм, профессор тухмарӗ. Вӑл хӑйӗн кӗсйине хыпашласа пӑхрӗ те, сасартӑк унӑн сӑн-пичӗ такам тав тунӑ пекех ҫуталса кайрӗ. Уретник, хӑрушла тулли кӗлеткине офицерсен шукаль пуставӗнчен ҫӗленӗ сӑрӑ шинельпе пӗркесе лартнӑскер, икӗ вырӑна та пӗр-пӗчченех йышӑнса, лашине хӑех тытса пыратчӗ. Атту кӑраҫҫын ярас! Ку вӑйӑ килӗшрӗ ӑна. — Ан тив галихвесӗр ҫӳресе куртӑр!.. — Тепӗр аттине те хывса илӗр!.. Атте кашни кунах юланутпа тухса ҫӳретчӗ; унӑн пӑвӑрлӑ лайӑх лаша пурччӗ — акӑлчан йӑхӗччӗ, ҫинҫе вӑрӑм мӑйлӑччӗ, вӑрӑм ураллӑччӗ, нихҫан та ывӑна пӗлместчӗ, хаярччӗ, Электрик ятлӑччӗ. Тинӗсӗн те хӗрри пулмалла ӗнтӗ. Вӑл тем вӑрттӑн япала пӗлнӗ пек пӑхса илчӗ, ҫавӑнпа та амӑшне иккӗлентерчӗ, пӑшӑрхантарчӗ. — Килеҫҫӗ ҫав, килеҫҫӗ, Бойчо. — Санӑн карчӑк ҫылӑхсӑр иккен! — халӗ ӗнтӗ уҫҫӑнах кулса каларӗ те Антип Грач, кӑмӑллӑн ӗхлетсе илчӗ. Кашни ярса пусмасра суять, ҫапла ҫуралнӑ вӑл пирӗн! Эпӗ хам санӑн иккенне пӗтӗм тӗнче умӗнче калама хатӗр… Икӗ тус пӗр-пӗччен чуллӑ ҫӗр ҫинче — вот ӑҫта вӑл пурӑнӑҫ! Анчах ҫапах та эпӗ ниепле те сана пӗр рота салтак та ҫур сотня казак парса яма пултараймастӑп. — Негоро, — терӗ вӑл, — пӗлӗр, эп нихӑҫан та револьверсӑр ҫӳреместӗп, дисциплинӑна пӑснӑ пӗрремӗш хутӗнчех эпӗ сирӗнне пуҫӑра персе шӑтаратӑп! Анчах вӑл — ҫук, тесе пуҫӗпе суллать. Бил сӗт пек шурӑ шыв урлӑ каҫма чарӑнмарӗ. Темиҫе ҫӗр ҫыннӑн чӗри пӗр самантлӑха тапма чарӑнчӗ. Ҫӗр тӗттӗм, ӑшӑ, ҫилсӗр. — Ҫук. Эпӗ ӑна хам та курманпа пӗрех. Вилӗмпе хирӗҫ эпӗ пӗрремӗш хут тӗл пулман — эпӗ Кэмберлендри герцогӑн ҫарӗнче службӑра пурӑннӑччӗ, Фонтенуа патӗнче хам та суранланнӑ, — анчах ҫак сасса илтсен, манӑн чӗре хӗсӗнсе ҫитрӗ. Анчах тӑвансенчен нихӑшӗн те хайне начар вырӑнне картас килмен те, патша патне канаша пынӑ вара вӗсем. Ертсе кай! Вӗсем йӑпшӑнса утрӗҫ, уйрӑлас умӗн Половцев Яков Лукича ҫапла каларӗ: — Ну, Лукич, сывӑ пул! Эсӗ хӑв аннӳ пирки шухӑшласа пӑх. Вӗсем, хӑватлӑ ҫил-тӑвӑл вӑйӗпе тинӗс тӗпне путса, унта нумай тӑнӑ хыҫҫӑн, халӗ ӗнтӗ тинӗс ҫуратнӑ вутлӑ хӗҫ хушнипе унтан ҫӳле — тӳпере тата шыв ҫийӗнче мӗн пуррине пурне те пӑхма хӑпарнӑ пек туйӑнать… — Юрӗ, ҫакӑн пек чух ӗҫсӗр сулланса ҫӳриччен, пӗр-пӗр вырӑнта ӗҫ тупса парӗҫ, — терӗ мана кадрсен пайӗн начальникӗ, ун сӑмахӗсенче ӑслӑ шухӑш та, уйӑрса илмелле марри те пурччӗ. Такам шӑнкӑртаттарнӑ пек пулчӗ. — Ку мӗнле выставка тата? — мӗкӗрсе ячӗ те вӑл, хӑйӗн ҫӑмламас куҫхаршийӗсем айӗнчен ординатор ҫине ҫав тери хаяррӑн пӑхса илчӗ. Вӑл ҫакӑн пек пӑхнипе лешӗ, ҫӳлӗ кӗлеткеллӗ, кӑшт курпунтарах, ҫиелтен пӑхма хисеплӗ те чылай ватӑ ҫын, ун умӗнче шкул ачи пек тӑсӑлса тӑчӗ. — Ҫӗрле кӑна илсе килчӗҫ… Вӗсем Российӑра хӑйсен тусӗсем пурӑннине, ҫав туссем вӗсемпе пӗр тӗне ӗненнине, вӗсемпе пӗр тӗллевлӗ-шухӑшлӑ пулнине, вӗсен ҫӗнтерӗвӗсемшӗн савӑннине пӗлччӗр! — Сухаллӑ-и? Отаки пӑхӑр котелокпа шыв ӑсса пынӑ. Ну, сыв пулсам-и, эппин, Степан. Ҫав ҫилӗпе пӗтӗм чун-чӗре тӑвӑлланса тӑтӑрччӗ. Анчах мӗншӗн юлтӑм-ха эпӗ? Хӗвел, хӑйӗн ҫуттин ылтӑн пайӑркисене хурӑн тӑррисем ҫине сапса, вӗсем хыҫнелле анма пуҫланӑччӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те хавхаланчӗҫ. Кӗтмен ҫӗртен кам та пулин сӑмах хушсан, вӑл яланах тӑван чӗлхипе калаҫать. Тӗтӗм сирӗлсен, Грушницкий площадка ҫинче курӑнмарӗ. Ку каҫ манӑн кӑмӑл ҫемҫелчӗ, ачашланас-йӑпанас килчӗ. — Вӑл пытанса та тӑмасть те, ӑҫтан палласа илӗн ӑна? «Ну, юрӗ, — тет ку, — мана злот паманнине асӑнӑн-ха эсӗ…» Анчах ӑна кунта пысӑк чӑрмав кӗтнӗ; стена ҫумӗпе вӑрӑм чикмек тӑсӑлса выртать. Бояркин ҫакна ҫав тери вӑйлӑн, ҫав тери хаяр ҫилӗпе каларӗ, каланӑ хушӑра унӑн питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, кӑштах чармакланнӑ хӗрӳллӗ куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗ. Эпӗ утияла кӑшт ҫӗклесе пӑхрӑм та сулланса тӑракан турӑша тытса чартӑм, вилнӗ шӑнана урайне пӑрахрӑм, Карл Иваныч ҫине ыйхӑллӑ куҫӑмсемпе ҫиллессӗн пӑхса илтӗм. — Ну, мӗнле, ҫуйӑн пулӑ, савӑнатӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Ав, унӑн арӑмӗ мӗнле йӗнине куртӑр вӗт… Ырханкка хул пуҫҫийӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, вӑл ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса ячӗ: — Эсир кушаксене пӑшалпа вӗлеретӗр тесе анне каларӗ. — Вӗлеретӗп, анчах кушак тирӗ хатӗрлеместӗп вӗт-ха! Аслӑ ученӑй палачсем ҫине йӗрӗнсе пӑхнӑ, хӑй вара ҫунса тӑракан вут ҫине хӑюллӑн улӑхса тӑнӑ. Хӗрарӑмсем пухусене ҫӳреме пачах та пӑрахрӗҫ, ял Советӗнчен кам та пулин килне пырса кӗрсен, кӗскен кӑна: «Манӑн хуҫи килте ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп», — тесе кӑларса яраҫҫӗ. Юр ман ура пуснӑ тӗлте час нӳрӗленсе хуралать те шывпа тулса ларать. Ытларикун, июнӗн 9-мӗшӗ. Эпӗ вара, Ливси, рожокпа выляма пӗлекен боцмана тупрӑм. Куратӑр ӗнтӗ, пирӗн хаклӑ «Испаньола» ҫинче, типтерлӗ ҫар карапӗ ҫинчи пек, пурте пулать. Пур ҫӗрте те пурнӑҫ пулса каять, пурнӑҫ ҫийӗн вара пур ҫӗрте те этем евӗрлӗскер патшаланать: ҫынран чаплӑрах выльӑх тӑваймастӑн, вӑл — Ҫут Тӗнче евӗрлӗхӗ те унашкаллӑхӗ. Эпӗ Хорь ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑтӑм. Улпут майри ун патне пӗтӗм чунӗпе пынӑ, вӑл мӑшкӑл тума шут тытнӑ. Ав мӗнле хӑвӑрт ватӑлать хӑранипе… Эпӗ ӑна хапха умӗнчи сак ҫинче ларнине куртӑм. — Никита! — терӗ становой васкамасӑр, мӑйӑхне пӗтӗркелесе. — Пар ӑна хӑлха чиккинчен, лайӑхрах! Кӑшт вӑхӑт иртсен вара кантӑк ҫумне ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑракан Лятьевскирен ыйтрӗ: — Ҫакнашкал нӑрра курнӑ-и эсир? Тем вӑхӑтранпах кунта питех те тӗлӗнмелле ӗҫсем пулкалаҫҫӗ. Унтан тата ун патнерех тӑчӗ те пӑшӑлтатса ҫеҫ: — Бойчо сывах! — тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ ҫӑвара та уҫма ӗлкӗрейместӗп, эсӗ мана ухӑран чулпа пенӗ пек тӗрлӗ сӑмахсем кӑшкӑрса тӑкатӑн. — Курӑкпа мӗн тӑвасшӑнччӗ… Ӑшӑмра кулса ятӑм эпӗ, телейӗме кура, вӑл асӑрхаймарӗ пулас эпӗ кулнине. Павел Петровича княгиня Р. хӑйне юратнӑ чухне те йывӑр пулнӑ, анчах лешӗ сивӗнсен вара, лешӗ часах сивӗннӗ, — вӑл кӑштах ухмаха тухман. — Мур пӗлет ӑна! Роберта ҫӗр ҫинчен йӑтса илсе, вӑл ӑна кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртарӗ. Магнит тӗнӗлне япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне Е патнелле туса ҫавӑрсан, утрав каллех ун патнелле каять; япаласене хӑй патнелле туртса илекен вӗҫне аялалла туса ҫавӑрсан, утрав Ж патнелле каять. Бьярне капитанран вӑл Снеффельс ҫинчен те, утрав тӑрӑх мӗнле ҫулпа багажсене куҫармалли ҫинчен те ыйтса тӗпчеймерӗ. Ҫапла ӗнтӗ ку ӗҫсем ҫинчен вырӑна ҫитсен тин ыйтса пӗлмелле пулать. Халӗ вӑл, ялан хӑй каюттинче выртаканскер, хум пырса ҫапнипе каюта стенисем шатӑртатса чӗтренине итлесе пырать. — Эсӗ вырт пирӗн будкӑра, кайран кайӑн. Ҫакӑн хыҫҫӑн тата хӑвӑн ылханлӑ пурнӑҫушӗн чӗтресе тӑмалла иккен, пурӑнкалас та килет-ха тата!.. Унтан хӑрӑлтатса:— Юрӗ… аван… кӑна эп ма-анас ҫук… — тесе хунӑ. «Вӗсене строя тӑрса речӗсене йӗркелеме памалла мар!» кӑшкӑрчӗ кошевой: «мӗнпур куреньсем харӑссӑн xӗcӗp! Ҫаксемпе тӗл пулни Ваҫили Андрейча хӗпӗртеттерсе янӑ, унӑн чун-хавалӗ ҫӗкленсе кайнӑ, вара вӑл, маякне-мӗнне пӑхмасӑрах, лаши ҫине шанса, ӑна хӑвала пуҫланӑ. Мастерскойра шӑп пулса тӑрать, пурте Жихарев еннелле кул-каласа чалӑшшӑн пӑхаҫҫӗ, шӑплӑхра темле тӗлӗнмелле сӑмахсем янтӑраса каяҫҫӗ: — Ӑна тир тавраш тӑхӑнтарса мар, ҫунатлӑ туса ҫырмалла… Маншӑн вара ку пач ӑнланмалла мар. «Ӑҫта эсӗ кунта-а?» — ҫиллессӗн те васкаваррӑн кӑшкӑрса ячӗ пӑравус. Ту ҫине тупӑ ҫӗклесе хӑпаракан улӑп, хамӑр лайӑх паллакан Боримечка; тупӑпа пемелли тимӗр-тӑмӑра ҫӗклекенӗ ун арӑмӗ пулчӗ. Пурнӑҫ ҫине пӑхсан, ненько, француз та, нимӗҫ те ҫавӑн пекех туять, итальянец та ҫавӑн пекех савӑнать. Иван Павлыч, мӗн тейӗр эсир, Ромашка ыйтма та пултарнӑ вӗт унтан. Ҫапах та, эсӗ мана айӑплама пултаратӑн. — Кунтан инҫе-и? Шурлӑхлӑ вӑрманти мӑклӑ тӗмескесем ҫийӗпе нумайччен утса ҫӳресен, сасартӑк сан умӑнта пӗтӗмпех чечекре ларакан, хӗвеллӗ ҫутӑ уҫланкӑ тухса тӑрсан та, ҫавӑн пек пулать. Ӑна шӑп ҫакӑнта тӗл пуласса нимӗнле те кӗтменччӗ вӑл — ҫавӑнпа ирӗксӗрех именсе кайрӗ, ҫапах та пуҫне тайса, сывлӑх сунчӗ. Виҫӗ сехет тӗлне ҫанталӑк ҫав тери шӑрӑхлатрӗ. Арҫынсем чул картлашка ҫине ларчӗҫ. — Палланипе ҫеҫ. Хӗрлӗрех сарӑ тӗмескесем урлӑ калта чупса килчӗ. Пирӗн председатель тӗнчере пуринчен ытла «ашӑкла» выляма юратать. Пирӗн енчисем ӑна кусналла вӑйӑ теҫҫӗ. Эп сана лайӑх пӗлетӗп. Эс пит ырӑ ҫын, ҫавӑншӑн сана саватӑп та. Вӑл тӗлӗнсе кайрӗ. Жоржетта! Унсӑр пуҫне, Окленда ҫитсен, мана акӑлчансен аллипе пама пултаратчӗҫ, лешсем вара, тимӗр тӑлӑна тӑлласа, каялла Сан-Паулу-ди-Луандӑна ӑсатнӑ пулӗччӗҫ. Арҫын ача пулни тата урасенче вунӑ пӳрне пулни питӗ лайӑх. Вӑй пур чухне ҫамрӑк чухне ҫирӗп тӑма ҫӑмӑл пулнине, анчах халӗ, пурӑнӑҫ тимӗр кӑшӑлпа хӗстерсе пынӑ чухне, тытӑнса тӑрасси — хисеплӗх ӗҫӗ иккенне Павел тин ӑнланса илчӗ. Шухӑшлас та шухӑшлас пулать! Пӑшал сассине илтсен, Касьян ҫавӑнтах куҫне аллипе хупларӗ те, эпӗ пӑшала авӑрласа пӑчӑра кайса иличчен те нимӗн те тапранмарӗ. Унта вӑл урисемпе урайне ҫирӗппӗн тӗренсе чарӑнчӗ те:— Тӑхтӑр… эпӗ тумланам ха! — тесе кӑшкӑрчӗ. Манӑн юлан ҫӳремелли лаша пурччӗ. — Кандов пирки сана калама та маннӑ. Юрдан Диамандиев тыттарнӑ вӗсене… Ухмах карчӑк вӗсем ҫинчен пупа вӑрттӑн каланӑ та панӑ, пупӗ Юрдана пӗлтернӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех Олеся хаваспах, нимӗнле иккӗленӳсӗр те татӑклӑн, хӑйне пӗтӗмпех хама панине те туйса илтӗм. — Эхе! — ҫирӗплетрӗ Челкаш хӑйӗн сӑмахне, Гаврила ун ҫине сӑнаса пӑхрӗ… Хӗнесе вӗлерӗҫ е шашкӑпа пуҫу урлӑ ярӗҫ, — вара пурӑнӑҫу та татӑлӗ. Кулакан куҫӗсене пӗшкӗртнӗ пуҫсем ҫинчен илмесӗр, Давыдов тӳсӗмлӗн кӗтсе ларчӗ. Вӗсен вырӑнӗнче халӗ ишӗлчӗксем йӑваланса выртаҫҫӗ, паркӗ ҫӑраланса, тискерленсе кайнӑ та вӑрман пекех пулса тӑнӑ. Старике вӑл хӑй килне илсе кайнӑ, уринчен пуҫласа пуҫӗ таран ҫӗнӗ таса ҫи-пуҫ тӑхӑнтартнӑ, ирхине те, кӑнтӑрла та, каҫхине те хӑйӗн ҫемйипе пӗрле сӗтел хушшине лартса апат ҫитернӗ, калас пулать, вӑл ӑна тӑвана йышӑннӑ пекех йышӑннӑ. — Музыкӑсӑр епле ташлам-ха эпӗ? — тенӗ чечук арӑмӗ, тӳмисене вӗҫертсе. Вӑл куҫса каймарӗ. Уэлдон миссиспа Джек, Бенедикт пичче курӑк тӑрӑ айӗнче ҫывӑрнӑ чух вӑл, Геркулеса кимӗ сӑмсине чӗнсе, лайӑхрах итлесе пӑхма ыйтрӗ. Тулли ӗҫме-ҫимеччӗ сӗтел ҫинче, халӗ унта тупӑк ларать. Пӗтме йывӑр-и вара кунта? Чикагора сирӗн пеккисем пӗр ҫирӗм пин пухӑнаҫҫӗ, Мильвокра та ҫавӑн чухлех, Детройтпа Буффалора та нумай. Полозов Санина Франкфуртри чи лайӑх гостиницӑсенчен пӗрне илсе пычӗ, кунта вӑл, паллах, чи лайӑх номер илнӗ ӗнтӗ. Гленарван хавассӑн кӑшкӑрса ячӗ. Роберт ученӑйпа юнашар пырать, чӗрӗ, нимӗн те пулман пекех хаваслӑ. Вӑл хӑйӗн хуҫине курса хаваслӑн кӗҫӗнекен Таука ҫине утланнӑ. Пӗррехинче вӑл ӑна ҫавӑн пек кала та хур: «Пӑхатӑп та; Азамат, ҫав ут питӗ килӗшрӗ пуль сана, анчах эсӗ ху ӗнсӳне курайман пекех нихҫан та ӑна кураймӑн, — терӗ». Питӗ йывӑр, ак епле, питӗ йывӑр пурнӑҫ. — Каллех ҫавӑн ҫинчен! — терӗ надзиратель кӳренсе. Ура хуҫлансанах, шавкӑм ҫапнӑ пекех, такӑнма пуҫлани вӑл малтанах пурне те систерсе хурать. Тетрадьрен ҫурса илнӗ ҫак хут листи умӗнче Кондрат темиҫе каҫ ыйхӑсӑр асапланса, шухӑшласа ирттернӗ… Хуторӑн чи хӗрринче ларакан тимӗрҫ лаҫҫи ӑна хӑй пӗлекен шӑршӑпа та сасӑпа кӗтсе илчӗ: Ипполит Сидорович аллинчи мӑлатук, хуҫин кашни хусканӑвне пӑхӑнса, ӗлӗкхи пекех вылять, янӑрать, аякранах ӗмӗрӗ иртсе пыракан вӗркӗч хӑшӑлтатса сывлани илтӗнет, ярах уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫуннӑ кӑмрӑкӑн йӳҫӗ шӑрши тата сивӗнсе ҫитмен тимӗрӗн ырӑ та асран тухма пӗлмен шӑрши сӑрхӑнать. — Ром ӗҫнипе ҫавӑн пек пулнӑ вӑл, — хушса хучӗ Мерри. Ҫакна хирӗҫ эпӗ нимӗнех те калаймарӑм, хам пӳлӗме тавӑрӑнтӑм. Эсӗ тӳррӗн пӑхнӑ чухне, куҫ шуррисем санӑн кӑшт кӑвакрах, пысӑк-пысӑк шӑрҫисенче вара — пӑтранчӑкрах тарӑн сенкерлӗх. Ну-ка, хӑвӑр каласа парӑр — мӗнпе пулӑшма пулать сире? Пирӗн пӗртен-пӗр шанчӑк вӗсен лашисене персе амантасси. Изотӑн лодкине пӑхрӑмӑр. Нечо вара Соколова аллинчен тытсах алӑкӗнчен ҫавӑтса кӑларнӑ. — Мӗн пирки? Халӗ ӗнтӗ ҫӗрле станицӑсенчен кӑларса ямаҫҫӗ, каҫ пулсанах хӑрушӑ теме пуҫлаҫҫӗ. — Вӗсем мӗнпур экипажа ҫапса тӑкаҫҫӗ! Вӗсем «Дункана» алла илеҫҫӗ! Акӑ эпӗ хам урамра выртакан пӗр-пӗр ӳсӗр ҫынна та Миал-полицейские сывласа пӑхтармасӑр хупса хумастӑп, — терӗ. Айртон тепӗр майлӑ шухӑшлать, вӑл ун пеккисенчен тытӑнса тӑрать, унӑн шухӑшӗпе пассажирсен пӳлӗмӗсене капӑрлатса пӗтерни ытлашши пек туйӑнать. Кӗнекере ҫук вӑл манӑн — манӑн пӗтӗмпе те пӗр кӗнеке ҫеҫ — анчах аса илме пултаратӑп пулӗ-ха эпӗ ӑна. Уйрӑмлӑхӗ ытлах та мар, леш шӳрпене шӑши хӳри ярса пӗҫернӗ, кунта мӗн май килнӗ, ҫавна ярса пӗҫереттӗмӗр, хӑш чух шапа тяпписем те леккелетчӗҫ. Эпир, купецсем, суту-илӳ ҫыннисем, Российӑна ӗмӗр-ӗмӗр хамӑрӑн хулпуҫҫисем ҫинче ҫӗклесе пынӑ, халӗ те ҫаплах… Епле-ха капла, кам шӑпи ҫавӑрса илсе килчӗ сана кунта?.. Эпир ӑна ярса тытасшӑн пултӑмӑр, анчах вӑл вӗҫерӗнчӗ те, мулкач пек, тӳрех тӗмӗсем хушшине чӑмрӗ; эпӗ вара ун ҫинелле персе ятӑм. Ҫав хушӑра Яков Лукичӑн ывӑлӗ ятарласа килнӗ ҫыннӑн лашине утӑ хурса пачӗ, йӗнер хырӑмсалӑхне пушатрӗ, ҫӑварлӑхне вӗҫертсе ячӗ. Юратаҫҫӗ-и мана — эпӗ ӑна пӗлесшӗн марччӗ, ҫав хушӑрах мана юратманнине те пӗлес килместчӗ; аттерен пӑрӑнаттӑм эпӗ, анчах Зинаидӑран пӑрӑнма май ҫукчӗ… — Вӑхӑт ҫук ман санпа калаҫса тӑма! — Вӗсем ытлашши хӑюллӑн выляҫҫӗ, — терӗ хӗрхеннӗ пек пулса отец Алексей, хӑйӗн илемлӗ сухалне якатса. Мӗншӗн тесен эпир ун патне ҫывхаратпӑр, ҫурма ҫул патнелле вӗҫнӗ те ӗнтӗ. Унӑн сивӗ аллине вӑл, ӑна куҫӗнчен тимлӗн те уҫҫӑн пӑхса, яланхи пекех, хӑйӗн пӗчӗк, ӑшӑ, ҫемҫе аллипе вӑйлӑн чӑмӑртарӗ. Салтӑр — намӑс мана! Вара пӗр хулӑн кӑна туталлӑ, сарлака хулпуҫҫиллӗ те лаптӑк сӑмсаллӑ, чалӑш пӑхакан ӳсӗр куҫлӑ, ҫӗтӗк чавсаллӑ канцелярист ҫеҫ Иван Никифорович умне пычӗ те унӑн аллисене, пӗчӗк ачана пиеленӗ чухнехи пек, хӗреслеттерсе ватӑ инвалида куҫ хӗсрӗ, лешӗ Иван Никифорович хырӑмӗнчен чӗркуҫҫипе тӗренсе, Иван Никифорович хурлӑхлӑ йынӑшнине пӑхса тӑмасӑр, ӑна хыҫалалла, малти пӳлӗме хӗссе кӑларчӗ. Алексей кайма тӑрсан, вӑл ӑна тепӗр хут чӗнсе илсе витӗмлӗн хушса хучӗ: — Санӑн пысӑк ҫын пулмалла, ӑнланатӑн-и? Иконин кӗлмӗҫ пекех экзамена тепӗр хут тыттарма ыйтрӗ, анчах профессор: пӗр ҫулталӑкра тӑвайманнине икӗ кун хушшинче туса ӗлкӗрме ҫук, пурпӗрех куҫаймастӑн, терӗ. — Пирӗн маориецсем пуҫма-пуҫ улӑштарма вӗреннӗ, — терӗ сиввӗн Каи-Куму. — Сире халь нӳрӗ лексен, чир ҫийӗнчех каялла ҫаврӑнса килет. — Ҫакӑр уйӑха каймасть-и вара, Федосья Николаевна? — именерех сӑмах хушрӗ Дуняша. Час-часах вӑл пире хӑйне пулӑшма чӗнетчӗ, сӑмахран — нӳхрепӗн йывӑр хуппине уҫма, вутӑ ҫурса пама ыйтатчӗ. Эпир ӑна — мӗн каланине пӗтӗмпех — хавассӑн, вӑл хушнипе темле мухтаннӑ пек туса параттӑмӑр. Вӑл, ухутана кайнӑ пек пулса, ҫаран ҫине, ҫеҫенхире тухса ҫӳрет; анчах ун пӑшалӗ ҫапла авӑрланипех юлать. Вара хуйхине ниҫта вырнаҫтарайман Тарас пӑшалне хурса тинӗс хӗррине туха-туха ларать. — Юрать-ха, ҫурҫӗр ҫилӗ пӗр кунтан ытла пымасть. Э-эх, Фома Игнатьевич! — ассӑн каласа хунӑ вӑл, калаҫнӑҫемӗн сассине хӑпартса, шӑранса тухакан сӑмах ритмне хӑвӑртлатсах пырса. — Ыран куратӑр пулсан, эсир ӑна ман пата пӗрер минутлӑха кӗме калӑр. — Комсомолта ҫеҫчӗ-ха… — Пурӗпӗрех! Вӑл кӑҫал анчах вилнӗ, хӑй вилес тенӗ пек килте, турӑш айӗнче аллине ҫутса янӑ ҫурта тытса вилнӗ. Ҫук! Пӗлместӗп, пӗлместӗп. — Пӗлместӗп, — терӗм эпӗ. Хӑй пысӑках та мар тата. Анчах Ватикан… — Ватикан кама та пулин урӑххине тупӗ. Нимӗн те тумӑп эпӗ! — терӗ вӑл тытӑнчӑклӑ сасӑпа. — Губернатор килнӗ… Казаксене килӗшрӗ-и е ҫук-и? — тесе ыйтрӗ. Сывласса хӑй пӗтӗм кӑкӑрӗпе сывлать, сӑмса шӑтӑкӗсем вылянса сарӑла-сарӑла каяҫҫӗ. Вӑл хӑйне ҫав тери юратакан хӗрарӑм ҫинчен шухӑшлать. Упӑтесем хӑйсене ҫапла тытни куҫса ҫӳрекен индеецсене питех те кӑмӑлсӑрлантарнӑ пулӗччӗ. Вӑхӑт ирттерсе тӑма юрамасть. Анчах вӗсем хӗлле ҫеҫ пит хӑюллӑ пулаҫҫӗ, — терӗ Павлуш. Карлсбрук шавласа кӑна тӑрать, — тин ҫеҫ ҫӳрекеленӗ ҫӗнӗ хуласенче ӗмӗрне ҫавӑн пек пулать вӑл. Ҫавӑнтах ӗҫ ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ. Белецкий, нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмесӗр. — Акӑ тата! — терӗ Джемма кулса. Ҫак Силистра-Йолу нумай-нумай ҫын шӑпине вӑта ҫӗртен татнӑ та, анчах унӑн чапӗ паянхи куна ҫитиех пырать-ха, вӑл халь те пулин ӗҫкӗ-ҫикӗ ирттерсе савӑнакансене илӗртет. Эп каланисӗр пуҫне урӑх никамран та илтме пултараймастӑр, ҫавӑнпа та пирӗн эпӗ сӑнласа панипе ҫырлахмаллах. Эпӗ вӗреннӗ ҫын мар, эсӗ вулама та шутлама пӗлетӗн. Кала-ха мана тӳррипех: вилнӗ ҫынсем ҫаплипех вилӗ юлаҫҫӗ-и, е пупсем каланӑ пек, хӑҫан та пулин чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ-и? Ҫывӑрса ҫеҫ тӑранасчӗ. Эпӗ ҫӗнӗ япала пӗлетӗп. Ун ҫинчен эпӗ юлташсене никама та каласа паман. Пирӗн пӑр ҫӗр патӗнчен юхса иртет. — Мӗнле? Вӗсем ҫуркунне вӑраннӑ чух ҫара турачӗсемпе сывлӑша епле хыпаланине пӑхма юратнӑ; шуҫӑм килнӗ чух сарӑлса кайнӑ ҫулҫӑсен шӑршине кӑкӑр туллин сывласа илме юратнӑ; вӗсем уҫланкӑсем тавра кӑшӑлтатса вӑй вӑй вылянине, пасланса ларнӑ турачӗсене чӳречесем патнелле тӑсса, хӗрлӗ кӑкӑрлӑ уйӑпсене чӳхентерсе ларнине пӑхма юратнӑ… Ҫул ҫинче пыракан Андрее Матвей Юргин чӗнчӗ. Ӑна эпир ҫаплипех пичетлемелле тесе каламастпӑр. Вӑл пурне те ҫиллентерсе пиртен уйӑрса ярӗ те, нимӗнле усӑ та памӗ. Жухрай таврӑнсан, ман пата кӗтӗр. Эпӗ унпа калаҫӑп. Вӑл атӑҫа хӑйпе пӗрле ларса чей ӗҫме чӗннӗ. Готлиб Шульцӑн кӑмӑлӗ уҫӑ пулнӑ пирки, вӗсем часах туслашса калаҫса кайнӑ. «Ни тӑлӑх, ни арсӑр арӑм та мар!» Вӑл ман ӑс-хакӑла тарӑн кӗрсе вырнаҫни comme il faut пулма хама шутсӑр йывӑр пулнинчен килнӗ ахӑр. Мэри Грант Элен Гленарвана каласа панӑ истори ҫакӑ пулать. Артур йывӑҫ ҫумне таянса тӑчӗ те тӗксӗм ҫулҫӑсем витӗр, лӑпкӑ пӗлӗтри кӑшт йӑлтӑртатакан малтанхи ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса илчӗ. Мересьев машинӑран тухса начальниксем умне пырса тӑрсан, Наумовӑн савӑнӑҫлӑн, пӑлхануллӑн ҫутӑлса тӑракан сӑнӗ тӑрӑхах вӑл хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ. Эй турӑҫӑм, Викторушкӑна пулӑш, ӑна хӑван ырлӑхусене пар… Вӑл мана итленӗ май хашлатса сывласа тӑчӗ. — Вӑйлӑ мур!.. — Паллах, маттур вӑл, — мирлешес шухӑшпа пулас килӗшрӗ Лозневой. Мана хурланмалла та кӳренмелле пек туйӑнса карӗ, — гунсем вилсе пӗтнӗрен мар, мана ҫав тери нумай асаплантарнӑ сӑмах пӗлтерӗшӗ ҫавӑн пек простӑ пулнӑран тата мана ним те паманран хурланмалла та кӳренмелле пек туйӑнса карӗ. Ман умра пурӑнӑҫ хирӗҫӳпе хаярлӑхӑн вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан сӑнчӑрӗ пек, ниме кирлӗ мар япаласемшӗн пыракан таттисӗр, таса мар кӗрешӗве пек курӑнса сарӑлса тӑнӑ. Тата пӗрре, кулса ярса, хуллен кӑна:— Э-эх, ҫамрӑк-ха эсӗ! Анчах мӗн курма пулать? Никам та кирлӗ мар! — урмӑшса кӑшкӑрашрӗ Бек-Агамалов. Фантла малалла та вылярӑмӑр, Зинаида мана хӑйпе юнашар лартрӗ. Огнянова сиплес ӗҫ васкавлӑ пулмасан та йӗркеллех пычӗ, Марин йыснӑшӗ ӑна часах сывалан тесеччӗ. Пӗтӗм ҫӗр пичӗ симӗс-ылттӑн океан пек, ҫиелтен талккишӗпе миллионшар тӗрлӗ чечек сапаласа янӑ океан пек, курӑнать. Тен, тин ҫуралнӑ ачапа пӗрле ҫак ҫутӑ тӗнчене тӳсейми, нихҫан пусарайми хурлӑх ҫуралчӗ, ҫав хурлӑх, ҫӗнӗ чун сӑпки ҫийӗн явӑнса, вӑл мӗн ҫӗре кӗричченех унран хӑпмӗ, амӑшӗн чӗри, тен, шӑпах ҫакна туйса илчӗ пулӗ. Санин унпа тавлашма пуҫларӗ, леш вара хӑй ӑшӗнче питӗ савӑнчӗ: тавлашать пулсан, парӑнма пуҫларӗ, майлашать, ютшӑнма пӑрахрӗ! «Чунӑм, — тет нимӗн суйман сасӑпа, — сан умӑнта айӑплӑ мар эпӗ». Мунча хыҫҫӑн, вучах тӗлӗнчи маччана тунӑ тӗнӗрен пӑс тухса пӗтсен, Варя ӑна тӗтӗм шӑрши кӗрекен кӗтмел чейӗ ӗҫтерчӗ. — «Вальдек» командипе мӗн пулчӗ вара? — Ара. Ҫавӑнпа кунта илсе килтӗм те эпӗ сире, эпир иксӗмӗр ҫеҫ акӑ, эпӗ сирӗнпе пӗр пытармасӑр калаҫатӑп… Тӑхтӑр-ха, ӑҫта пулчӗ-ха ку?.. Ҫуркунне, ҫапла, ҫуркунне, Украинӑра, анатри Днепр ҫинче. Лавккинче икӗ пысӑк та тӗксӗм пӳлӗм: пӗринче лайӑх таварсемех сутаҫҫӗ, тепӗр пӳлӗмне тикӗт пички, хӑмӑт-йӗнерчӗк тата ытти ҫавнашкал япала тултарнӑ; унтан сӑранпа тикӗт шӑрши тутлӑн кӗрет. Эпӗ мӗн тунине хам та пӗлмен-ҫке. Секретарӗ малалла вулать: «Ситцевӑй одеяло тата мамӑкла одеяло, тӑватӑ тенкӗлӗх. Хӗрлӗ ратин пустарса тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк, хӗрӗх тенкӗ. Тата мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп, постоялӑй дворта сире кӑмӑлласа панӑскер, — вунпилӗк тенкӗ». Ҫураласса та ҫавӑн пек тупра шырамашкӑн ҫеҫ ҫуралнӑ тейӗн ҫав ӑна — тӗшмӗше ӗненекен ҫӑткӑн ҫын ӗнтӗ. Адресӗ: Троицк хули, Мускав университечӗн геологи партийӗ. Унӑн ӗненӳсӗртерех тухакан вӑйлӑ мар сасси, вырнаҫса ҫитеймен пек курӑнакан сӑн-пичӗпе ҫутӑ, яр-уҫӑ куҫӗ амӑшне ытларах та ытларах лӑплантарчӗ. — Нумай чӑтрӑн пулмалла, э? Кам ачи эс? Сывӑ пул, килеҫҫӗ… ман ҫырӑва пытармалла… — Ку революцишӗн-и? — ыйтнӑ ҫамрӑк. Ҫӳллӗ Геркулеса та хуплакан курӑкран бамбук ҫеҫ ҫӳллӗрех. Нимӗнле хӑват ватма пултарайман чул ҫине ҫапӑннӑ хум пекех, сӑрт патне ҫитнӗ туземецсем сасартӑк сапаланса кайрӗҫ. — Эпӗ-и? Отряд начальникӗ мана пӗр сиенсӗр илсе ҫитерме хушрӗ, хӗрес тӗлӗшпе туса ирттермелли хӑтланусем пирки уйрӑм кӑтартусем илчӗ. Юлашкинчен, хуллен-хуллен ҫил-тӑвӑл лӑпланчӗ. Ҫӑрттан майӗпен тӑчӗ те сыхлана-сыхлана сулахай ури ҫине пусма хӑтланчӗ. Ӑна шӑнтать, ҫывӑрма выртас пулсан вӑл каҫсах каймалла. Юлашкинчен вӑл та вӗсем ҫумне хутшӑнчӗ, вара виҫӗ мӑшӑр ура тусанлӑ юман паркет тӑрӑх сиккелесе ҫӳреме пуҫларӗҫ. Ҫавӑнпа та Андрей, хӑй хыҫӗнче Демидӑн уҫҫӑн илтӗнмен сасси аслатилле кӗрлесе кайсан, пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ. — Правасем-и? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл, Молчун ҫине тӗлӗнсе, ӑна пӗрремӗш хут курнӑ пек пӑхса. Хутор ҫӗнӗ конструкциллӗ кӑткӑс мотор пекех туйӑнать ӑна, ҫавӑнпа Давыдов ҫакна тимлесех те пикенсех ӑнланса илме, унӑн кашни детальне тӗпчесе пӗлме, хыпашласа пӑхма тӑрӑшать. Ҫав хушӑра доктор пистолета авӑрларӗ те ӑна мана тыттарчӗ. Хӑй ҫапса антарнӑ икӗ самолёт пурин куҫӗ умӗнчех ҫӗре ӳкрӗҫ. Пирӗншӗн пулсан ҫак ят ниме те пӗлтермен сӑмах кӑна, унӑн пӗлтерӗшӗ халӗ пӗтӗмӗштех манӑҫа тухнӑ. «Мӗнех вара, илӗр, — терӗ ӑна хирӗҫ Аркадий Павлыч, — манӑн ятӑмпа туянӑр, эпӗ хирӗҫлеместӗп». Хӑвах шухӑшласа пӑх-ха: пӗр-пер института ӑнсӑртран кайса кӗрӗн те, вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн ӗҫе ют облаҫа ярӗҫ, — мӗн тума кирлӗ ҫакӑ мана? Ӗмӗрте те эпӗ ҫакӑн пек хӗрарӑм курман… Районри чи активлӑ ӗҫлекен комсомолец Волынцев хӑйӗн йӑмӑкне пачах асран янӑ курӑнать, ҫавӑнпа йӑмӑкӗ пачах мещенле ӳсет. Анчах хумсем ҫине темле шурӑ тӑвӑл ҫӗкленсе килет… пурте ҫаврӑнаҫҫӗ, пӑтранса каяҫҫӗ… Эсӗ Мерине юратмастӑн вӗт, ҫапла-и? Алӑка уҫрӗҫ. Тӗксе каланӑ ҫак сӑмаха пӗтӗм пуху ӑнланчӗ, унта темскер намӑслантармалли-кулмалли пур пулмалла. Аслӑ хулан шавӗ инҫе-инҫе юлса лӑпланчӗ. Давыдова пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те кӑпӑшка-шурӑ мӑйне кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫкаласа илчӗ, вара ҫапла каларӗ: — Манӑн вӑхӑт сахал, ҫавна шута ил эсӗ. — Кирлех-ши хуҫӑлма? Санин ура ҫине тӑчӗ. Стельковский капитан — ӑслӑ, вӑйлӑ, хӑюллӑ ҫын. Кун хыҫӗнчен палатка лартрӗҫ. Ольбинет каҫхи апат хатӗрлерӗ. Пит ҫилленнӗччӗ те, унӑн фокусӗсене пӗтерсе хурас тенӗччӗ. Унтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук! Ҫак хушӑра Хура Урасем лагерь патнелле ҫывхарнӑ, ҫӗнтерӳ юрри тата уҫҫӑн янтӑранӑ. — Пуҫӗ тымар айӗнче. Нимӗн те ан шухӑшлӑр; эпӗ вӗсене парӑнмастӑп. Лимонад, кирлӗ мар-и? Эпир те акӑ, стариксем, пухӑнатпӑр та хӑш чух хамӑр хушӑра калаҫатпӑр вара: мӗнле сана ҫав Лушкӑран — аҫа ҫаптӑрах ӑна — уйӑрмалла-ши, тетпӗр. 100 градуса ҫити хӗрсе кайнӑ Уйӑх тӑпри урана ан пӗҫерттӗр тесе, пирӗн атӑ-пушмак тӗпне ӑшӑ яман материалсенчен тунӑ. Вӑл ҫав тери илемсӗрччӗ, ӗҫсӗртерех пӗр дворовӑй ҫын та унӑн сӑн-сӑпатӗнчен тӑрӑхласа кулмасӑр иртсе кайман; ҫакӑн пек тӑрӑхласа кулнине те, хӗненине те Валетка ҫав тери тӗлӗнмелле пӑлханусӑр чӑтса ирттернӗ. Айӑпланакансен тенкелӗ ҫинче — айӑпланакан. Хӗрарӑмсем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑрса кайма хатӗрленчӗҫ. Ку шухӑша пурнӑҫа кӗртме ман нумайччен тертленмелле пулчӗ. Ку чӑнах та тӗрӗсе килме пултараймасть, ҫавӑнпа ученый темле пӗлмелле мар кайӑк Эрарпа Плейель сассисене ҫавӑн пекех ӑнӑҫлӑ ӳкернӗ пулӗ тесе шухӑшласан, мая та килӗ терӗ, мӗншӗн тесен Австралин ытти кайӑкӗсем те сехет пек аванах шаккаҫҫӗ, е пушӑ пек шартлаттарса яраҫҫӗ. Акӑ, сана уҫӑ. Кӑкшӑм ҫине сӑрӑхтар та илсе кил. «Ҫак айӑплакан акта нумай вӑхӑт хушши сӳтсе явнӑ чухне его величество сире пит хӗрхеннине кӑтартрӗ, — терӗ сановник сӑмахне малалла каланӑ май. — Вӑл сирӗн тӗрлӗ ырӑ ӗҫӗрсене кӑтартса, сирӗн айӑпсене тӗрлӗ майпа ҫӑмӑллатма тӑрӑшрӗ. Вӑл тӑчӗ те Озеров капитана шырама тухса кайрӗ. — Юрӗ, анне! Ҫуран утакан ҫынна Ҫӗр тавра ҫаврӑнса килме, вӑл пӗр кунта 50 километр утса тухать пулсан, 800 кун кирлӗ пулнӑ пулӗччӗ. Анчах Юпитер тавра вӑл ҫапла утса тухма шутларӗ пулсан, ҫамрӑкла тухса кайса ватӑлсан ҫеҫ таврӑннӑ пулӗччӗ: вӑл ҫул ҫӳренӗ хушӑра ҫирӗм пилӗк ҫулталӑк иртсе кайнӑ пулӗччӗ! Планетӑсен туртӑм вӑйне тесен, шута илмеллех. — Эпир вӗсене пурпӗрех пурне те персе вӗлерейместпӗр. Эс каях, Антоныч, эпӗ асӑрхакалӑп кунта. Ҫар ӗҫӗнче ниҫта та ҫӑмӑлли ҫук, анчах вӗсен ӗҫӗ, уйрӑмӑнах чи «пӗчӗк кимӗсенчи» пек ӗҫ чи кансӗрри, эпӗ чи хӑрушӑ вӗҫевсенче пулсан та, вӗсене «пӗчӗк кимӗпе» пӗрре похода тухса каяссипе улӑштарман пулӑттӑм. — Мӗншӗн ыйтрӑн вара эсӗ манран кун пирки? — кӑсӑклантӑм эпӗ. Кӗнеке вӑл — вилӗ япала, ӑна кирек мӗнле тыткала, ҫур, лӳчӗрке — вӑл кӑшкӑрмасть… — Лар-ха диван ҫине, хӑвна курма пар. Трубинчен пӑрса кӑларнӑ кӗленчине тытса ученый пӗр купа ҫулҫӑ ҫине хунӑ типӗ мӑка ҫӑп-ҫӑмӑлах тивертрӗ. Ку аван пулать. — Зиночка, иксӗмӗр калаҫса татӑлнӑ пек, старший лейтенанта ман пӳлӗме вырнаҫтарӑр! Ҫак кулӑра ҫине тӑрса ӳкӗтлеме паман темле вӑй пулчӗ: Берсенев пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Пӗлӗтсен вӗҫекен хӗррисем тӗпсӗрлӗхе каллех хупласа хучӗҫ, ҫӑлтӑр халӗ курӑнмасть. Ӑҫтан пӳлес тейӗн? — Кунта пӗр ӑнлантару ҫеҫ пулма пултарать, — тесе мӑкӑртатса илнӗ вӑл юлашкинчен. Анчах эпӗ те сире, ӳпкевпе тавӑрас тесе, сире пӗр мӗне… аса илтерсен… Ҫакӑ ят ман ӑша ҫунтаратчӗ, эпӗ унран минтерпе витӗнсе пытанма тӑрӑшаттӑм, эпӗ ҫиллӗме чараймастӑм… Тин ҫеҫ эпир пура ӑшӗнчен нимӗнпе хӳтӗленмен пиратсем ҫине переттӗмӗр, халӗ акӑ хамӑр, нимӗнпе хӳтӗленменскерсем, лайӑх пытанса тӑракан тӑшманпа хире-хирӗҫ тытӑҫса ҫапӑҫмалла. Ҫак икӗ ҫурт — пӗри хӑрушӑ, тепри илемлӗскер — пӗр-пӗринпе пӗртте килӗшӳллӗ пулман. Ӑҫта илсе каятӑп? — Ара, эпӗ те ҫавнах калатӑп: корольсем пурте пекех ултавҫӑсем, кам пӗлмест ӑна. Андрей урӑх хӗрарӑма илесшӗн мар. Анчах вӑл ҫавӑнтах шурса кайрӗ те, кӑштах каялла чакса тӑрса, кӑшкӑрса ячӗ. Челкаш хӑй кӑкӑрӗнче темскер пӗҫерсе кайнӑ пек туйрӗ, ҫакна пула вӑл сивлеклӗ ҫилӗпе, ҫурма-сасӑпа ҫапла тавӑрса хучӗ: — Эсӗ ху мӗн пӗлменнине ан пакӑлтат! Давыдов юлташ! — Эсир кунта нимӗнле ӗҫре те тӑманнине эпӗ пӗлетӗп, ку питӗ япӑх вара. Давыдов хулпуҫҫине кӳренчӗклӗн сиктерсе илчӗ: — Тӗлӗнмелле фигура эсӗ, факт! Шӑпах иксӗмӗре те ҫитет. «Пан! пан! каяр, тупата туршӑн, каяр! Шубин хӑйӗн кашни шӳтле сӑмахӗнчех, калаҫӑвӗнче Инсаров пӗлӗвне тӗрӗсленӗ пек, ӑна унтан-кунтан «хыпашласа» пӑхнӑ пек пулнине, унӑн кӑмӑлӗ пӑсӑккине асӑрхарӗ Берсенев, — Инсаров вара унчченхи пекех лӑпкӑ та уҫӑмлӑ пулчӗ. Том ҫывӑрмарӗ, анчах, асаилӳсен ӑшне путнӑскер, вӑл, пуҫне усса, такам темпе ҫапса анратнӑ евӗр, пӗр хускалмасӑр ларчӗ. — Ҫук, аплах йывӑр пулмӗ-ха. Вара ассӑн сывласа ячӗ те ҫуркунне, Федоткӑпа пуҫласа паллашнӑ чухнехи пекех, ҫапла шутларӗ: «Чӗппӗмсем, сире пурӑнма ҫӑмӑлтарах пулать, пурнӑҫ халӗ те ҫӑмӑлланчӗ-ха, атту мӗншӗн ҫапӑҫнӑ тата эпӗ? Килти ытти тарҫӑ-тӗрҫӗ те ман пирки шухӑшламасть, эпӗ пӗлетӗп: карчӑксем килте ҫук чухне вӗсем пурте килтен тухса шӑвӑнаҫҫӗ. Акӑ, эпӗр чи апат тӗлне ҫитрӗмӗр. И. П. Белкин повеҫӗсен вӗҫӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, ҫывӑхри ҫул ҫинче Вазуза патнелле каякан мотоциклсемпе грузовиксем кӗрлесе иртни илтӗннӗ. Эпӗ ҫак сӑмахсене устава пысӑк саспаллисемпе ҫырса хунӑ пулӑттӑм — партире тӑракан кашни ҫын, кашни чӑн-чӑн коммунист, кашни сочувствующи ҫав ӑслӑ сӑмахсене куллен ҫывӑрас умӗн тата ирхине выҫӑ варла виҫӗ хут вуласа тухтӑр. Мартини куншӑн ҫав тери хытӑ ҫилленчӗ, мӗншӗн тесен повесткӑра: «Питех те кирлӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Ку сулахаярах, сӑрт айккине шӑтарса кӗрсе ҫурӑлчӗ, — вӑл ҫурӑлнӑ вырӑнта хура тӗтӗм, тем пысӑкӑш кӑмпа шлепки пек, ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Ӑна та ҫавӑн пек аскӑн хӗрарӑм лекнӗ. Анчах леш путсӗрӗ! Колхозра туяннӑ пӗтӗм пурлӑха ӑҫтан-ха пӗр урапапа тиесе кайӑн? Черчен кӑна кӗленче ҫак шывсенчен ниме ҫакланмасӑр иртсе Инди океанне юхса тухнӑ тесен, ӗненме питӗ йывӑр, мӗншӗн тесен унта темӗн чухлӗ судносем ҫӳреҫҫӗ. Гленарванӑн сивӗч ӑсӗ ҫакна тавҫӑрса илмесӗр юлма пултарайман. Вӑл каллех Шурочка аллисенчен хӑтӑласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ ӑна ямарӗ. Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулинчен хӗвел анӑҫнелле — хӗрлисем патне кӑнтӑралла — негрсем патне, хӗвел тухӑҫнелле — Аам йӑхӗсем патне, ҫурҫӗрелле циклопсем патне хыпарҫӑсене кӑлара-кӑлара яраҫҫӗ. Арӑмӗ йывӑр хуйхӑпа ҫунса вилнӗ, вара вӑл аллинчи пӗчӗк ачисемпе кӑна тӑрса юлнӑ. Унтан вӑл хытӑран хытӑ харлаттарма тытӑнать, эпӗ асӑрханса кӑна унӑн пуҫне сӗтел ҫумне шаккатӑп… — Мӗнле ял пултӑр кунта!.. — Кит! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, сунар туйӑмӗпе хавхаланса, карап сӑмсинелле чупрӗ. Тӗрӗссипе, Алексейӗн коньки пулман. Ҫавӑнпа ун пек хулан шыв хӗрринчен пӗрмай каялла чакма тивет, мӗншӗн тесен шыв ӑна яланах хӑшкать. Ашсене типӗтсе ҫитерсен, индеецсем Ыршӑршӑллӑ Курӑк текен сӑрт аяккинелле кайнӑ, унтан вӗсем сӑрт аяккин ҫурҫӗр енӗпе юхса выртакан Молочной текен юханшыв еннелле кайнӑ. Мя-у!» — терӗ. — Ун пек калама юрамасть, Кирияк! Акӑ ҫав чӳрече шалтан ҫутӑлса кайрӗ, каркӑҫ ҫийӗпе мӗлке шӑвать. Половцев, хӑйне сывлӑх суннине хирӗҫ хуравламасӑрах, хӑйӑлтатакан сассипе пӑшӑлтатса ыйтрӗ: — Лешӗ… Мишель Флешар пыракан анлӑ тӳрем сӑртлӑхра талккӑшпех вак тӗмсемпе курӑк ӳснӗ. Пӗчӗк ача мар-ҫке ӗнтӗ. — Ҫырать. — Тухатни ку! — тетчӗ те вӑл ассӑн сывласа илсе, кӗнеке страницисене ҫуттала тытса пӑхатчӗ. Йӗпне эсӗ панулми тунин хӳри патӗнчен тир, — капла меллӗрех. Ҫул ҫинче вӗсене порталла анакан тулли лавсем тӗл пулчӗҫ. Урамсенче ӗнтӗ шӑв-шав тӑрать. — Тӗрӗссипе каласан, сэр, — терӗ Джон Мангльс, — эпир тинӗс тӗпне каймастпӑр. Ара ку пуриншӗн те мар-ҫке. Софья килтеччӗ ӗнтӗ, вӑл, ҫӑварне пирус хыпса, хыпаланса, пӑлханӑҫлӑн кӗтсе илчӗ амӑшне. — Вӑл сулӑна-сулӑна кайнӑ, пушӑ аллипе Фома пуҫӗ ҫине тӗреленнӗ. Графиня ҫулталӑкра икӗ хутчен бал туса ирттерни ҫинчен те кала-кала параҫҫӗ, унта пӗтӗм кӗпӗрнери дворянсемпе чиновниксем, ҫав шутрах Варламов та, пыраҫҫӗ имӗш; пӗтӗм хӑна ҫавӑн чух кӗмӗл сӑмавартан чей ӗҫсе тӗлӗнмелле апат-ҫимӗҫ (сӑмахран, хӗлле Ҫӗнӗ ҫулта хӑмла ҫырлипе ҫӗр ҫырли) ҫиет имӗш, кунӗн те ҫӗрӗн пӗр чарӑнмасӑр янӑракан музыкӑпа ташлать. Вырсарникун, пусма ҫинче ларнӑ чух, Джонни кӗтмен ҫӗртен ахӑлтатса кулса ячӗ, амӑшӗ, вӑл кулнине темиҫе ҫул та астумастчӗ, халӗ вӑл ӑна тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерчӗ. — Ах, мучи, мучи! — тарӑн сывласа, куҫҫульпе каларӗ Сергей. Туятӑп, темӗнле тӗлӗнмелле япала пулса иртет, анчах ӑнланса илейместӗп. Ман упӑшкана вӗлерчӗҫ, хама персе пӑрахрӗҫ. Мӗншӗн?.. Кайран, кӑнтӑрла иртсен, операци тӑвакан пӳлӗмрен илсе тухса, хӑйне темле фельдшерпе хваттере ӑсатса яричченех, вӑл арми госпиталӗнче операци турӗ. Вӑл ыйтнипе килӗшмеллех пулчӗ. Мӗлкӗсем айккинелле куҫрӗҫ, хӑяккӑн ӳкекен вӗри хӗвел пайӑркисем пусӑрӑнса ларнӑ, хыт хурапа витӗннӗ тимӗрҫ лаҫҫин ҫивиттине, инҫетре мар ларакан косилкӑсене тата ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑка хӗртеҫҫӗ. Кӗсмек чӑмпӑлтатса илнӗ сасӑсем-и? Амӑшӗ, кӗтмен ҫӗртен килнӗ телейпе хавасланса, сывлайми пулчӗ. Элен малтанласа хулана кӗрсе тухасси ҫинчен калаҫса пыратчӗ, халь ӗнтӗ ун ҫинчен тимлеме пӑрахрӗ. Кӑмрӑк тиесе тухма та кунта меслетсӗр йывӑр. Урса кайнӑ тинӗс лӑпланарах парса пӗлӗт уҫӑличчен «Дункан» ҫинчи пассажирсен питӗрӗнсе лармалла пулчӗ. — Акӑ, иккӗмӗш Артамонов та пулчӗ, — хыттӑн аса илтерчӗ Петр. — Мӗн тӑратӑн тата? — Цанко лашине палларӑм, — терӗ Спиридончо. Майӑн 1-мӗшпе 6-мӗшне ҫитиччен. Темиҫе кун сарлака, типсех ҫитмен тӳрем вырӑнсемпе утрӑмӑр. Ҫил-тӑвӑлта тесен… Мӗнех вара, тӑвӑл вӑхӑтӗнче эпир, Уэлдон миссис, кӗрешӗпӗр, сире, пӗчӗк Джека, пурне те ҫӑлӑпӑр! Пурне те вӑратрӑм… Вӑю ҫук-и, кӑмӑлу ҫук-и? Санӑн кил-ҫуртна вилӗм кӗрсен сана чӑн-чӑнах ҫапла калама туррӑн ирӗк пулнӑ пулсан, — асту, унӑн сӑмахӗсене йӑнӑш ӑнланмалла ан пултӑр. — Аҫи, — терӗ татах Креспино. Пӗрре, январь уйӑхӗнчи сивӗ кунта, Павка хӑйӗн сменинчи ӗҫсене пӗтерсе киле кайма хатӗрлене пуҫларӗ, анчах ӑна улӑштаракан ача пымарӗ. Мӗнле прошенипе-ши?» Вӑл хыттӑнах мар, ҫӗмрӗк шӑнкӑрав сасси пек сасӑ кӑларса кулать. Овечкин сиксе тӑрать те савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрать: — Вӗсем, ара, пӑлхавҫӑсем, стюдентсем, лаша вӑррисем, жидсем те поляксем! Тухатпӑр. Йывӑҫ тӑррисем силленме чарӑнчӗҫ, вӗсене итлесе вӑрман та шӑпланнӑн туйӑнчӗ. Вӑл уй-хирсемпе, ялтан яла ҫӳремелли ҫулсемпе утрӗ. Вара ӑна сасартӑк калама ҫук хӑрушӑ пулса тӑчӗ. Ӳсме лартнӑ ҫамрӑк туратсем, вӗсене садовник ҫӗҫҫи амӑш тымарӗнчен касса уйӑрнӑ хыҫҫӑн, ҫавӑн пек вӑйлӑн ӳсме тапратаҫҫӗ. Хуралҫӑ зал алӑкне уҫса кӑшкӑрчӗ: — Тӑванӗсем! Табакӗ пит хӑватлӑ сан, кум! Ӑнланатӑн-и? Лашасем вырӑнтан тапрансассӑн, вӑл тепӗр хут кибиткӑран пуҫне кӑларса, мана: «Сывӑ пул, ваше благородие! Хӑҫан та пулин, тен, пӗр-пӗрне курӑпӑр», — терӗ. — Граждансем! — Мӗн! — тесе ячӗ Гленарван. — Акулӑн хырӑмӗнче кӗленче-и? — Тӗрӗсех, сэр, — терӗ боцман. Эпӗ поэт ҫинчен пӗр журналта темскер вуланӑччӗ, анчах манӑн вӑл хӑй ун ҫинчен калассине илтес килчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ илтмен терӗм. Йӗкӗтсенчен хӑшӗ голова пулма ӗмӗтленмест-ши ? Чӑнкӑ ҫулпа анмалла чухне эпир пурте экипажсенчен тухатпӑр та кӗпер патне ҫитиччен ӑмӑртмалла чупатпӑр, ҫав хушӑра Василипе Яков, кустӑрмасене тӑлласа ҫыхса, тӳнесрен тытса чарма пултарнӑ пекех, кӳмене икӗ енчен аллисемпе тытса пыраҫҫӗ. Унталлах патронсем, тин ҫеҫ пуснӑ сысна ашӗсем, чи малтан юхтарнӑ кӑвакрах самогон бутылкисем шӑвӑнаҫҫӗ, тата пӗчӗк атамансене хӑлхаран пӑшӑлтатса каланисем те, темле ҫынсем урлӑ, Орлик патне — хӑй патнех ҫитеҫҫӗ. Павел кӗсъинчен пакет туртса кӑларчӗ. Колхозран коммуна пулса тӑрӗ, унтан — курса тӑр-ха тата — каярахпа ӑна путиловски заводра ӗҫленӗ слесарь Семен Давыдов ятне парӗҫ…» — хӑйӗн шухӑшӗсем шӳтле ҫаврӑнса кайнине курса, Давыдов йӑл кулса ячӗ те Щукарьтен:— Час ҫитетпӗр-и-ха? — тесе ыйтрӗ. Ирӗкӗм пулнӑ пулсан, паллах, калаҫса та тӑмӑттӑм ҫапла, кунта вара, хӑвӑрах пӗлетӗр, таварӗ манӑн мар… Тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ. Эпир сана урӑх вырӑн паратпӑр. — Шуйттан тет вӑл, отче, — ӑнлантарчӗ Гедеон атте. Мӗн ыйхи пултӑр ӗнтӗ унта! — Хӗрарӑмсем ӑна ҫисе яраҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. — Халӗ ун хутне кӗресси пулмасть. Военно-революционнӑй комитет эрех нӳхрепӗсене ватма, мӗнпур эрехе Песчинкӑна тӑкма хушнӑ. Ку та пирӗн плана пулӑшрӗ курӑнать. — Пулӑсем вилсе пӗтеҫҫӗ, — терӗ Петька ҫитӗннӗ ҫын пекех, — халӗ ӗнтӗ пурпӗр самогон юхтарма пуҫлаҫҫӗ. — Каймаллах пирӗн! Даша инкепе Сковородников канашланӑ хыҫҫӑн Саньӑпа мана ача ҫуртне пама пулчӗҫ. Пире ача ҫуртне пама йышӑнман-тӑк Петька мана ӳкӗте кӗртейнӗ пулӗччӗ-ши? Кӑна вара эпӗ хам та пӗлейместӗп. Даша инке алӑстиччӗ — кӗпесем тӗрлетчӗ, абажурсем тӑватчӗ. Анчах кама кирлӗ халӗ унӑн абажурӗсем. Сковородникова качча кайса вӑл хӑйӗн хуҫалӑхне юсасшӑн пулнӑ курӑнать. Политикӑпа интересленсе, старик ҫилӗм тума та пӑрахрӗ, ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ пурӑнма кансӗрленсе ҫитрӗ. Вӑл та шарламасть, аллинчи тутӑрне лутӑркаса тӑрать. Вӑл кунта, юнашар тӑрас пулсан та, эпӗ ун ҫине хӑпарса ларма пултарас ҫукчӗ. Хурӑнпуҫлӑ ҫӗлене тапранайми пулса выртрӗ. Приказ парса, вӗсене гварди капитанӗ Чеслов эскадрильине ямалла туччӑр. Кайӑр! Мишель Флешар ҫакна илтрӗ. — Ку тӗрӗс, — терӗ вӑл. Носилкӑна каллех ҫӗклерӗҫ, анчах аманнӑ ҫын пуҫӗпе сулкалама тытӑнчӗ, носилка ҫинчен сиксе анма та пикенчӗ. Мӗн тума ҫыхланмаллаччӗ-ха ҫавӑн пек япаласемпе!.. Ҫапла-и? Тӑваттӑмӗш утлӑ дивизи Житомира тытса илнӗ вӑхӑтра 7-мӗш стрелковӑй дивизири Голиков юлташӑн ударлӑ группине кӗрекен 20-мӗш бригада Окуниково ял районӗнче Днепр шывӗ урлӑ каҫнӑ. Инсаров пуҫне усрӗ. — Вӗсем пӗр-пӗринпе ирӗклӗн калаҫнӑ тӑрӑх, — асӑрхаттарчӗ Базаров Аркадие, — тата калаҫу ҫавӑрӑнӑҫӗ мӗнле выляни тӑрӑх, эсӗ атте мужиксене ытлашши хӗсменнине курма пултаратӑн. Вара кункаҫиччен курни-илтнисем ирӗксӗрех ун куҫӗ умне шӑвӑнса тухма тытӑнчӗҫ. Пӗртен-пӗр чӳречене ҫаплах-ха татти-сыпписӗр бомбардировка сасси чӗтрете-чӗтрете илет, ҫине-ҫинех хӑрушлӑх пуррине аса илтерсе тӑрать вӑл; пӗрре аманнисем курӑнаҫҫӗ пек ӑна, юн курӑнать пек, тепре пӳлӗме чуласа кӗрекен бомбӑсемпе осколкӑсем курӑнаҫҫӗ пек, кӗҫех хӑйне, вилме пуҫланӑскерне, ҫыхса яракан чипер сестра, хӑйне шеллесе макӑракан сестра курӑнса каять, хӑйне уезд хулинчен ӑсатса яракан амӑшне курать вӑл, амӑшӗ, куҫҫуле юхтара-юхтара, хӑват кӳрекен икона умне тӑрса, чун-чӗререн кӗлтӑвать пек, ҫаксене курать те вӑл, каллех ҫывӑрса кайма пултарайманнине туйса илет. Анчах Джемма ӑна йывӑрлӑхран ҫӑлчӗ. — Мӗн эсӗ ун пекех, эпӗ сан патӑнта служить тума тытӑнман вӗт-ха, — терӗ ҫилӗллӗн Воропаев, Романенко ӑна хирӗҫ ним те ответлеменни питӗ лайӑх пулчӗ. Хӑй вара вӑл тем те хӑтланчӗ, ыттисенчен чупа-чупа иртрӗ, паллӑ статуйӑсем пек каҫӑрӑлкаласа тӑчӗ, курӑк ҫинче йӑваланчӗ: Инсаров хӑйне лӑпкӑн тытни ӑна ҫилентерчӗ мар, хуҫкалантарчӗ ҫеҫ. Манӑн хыҫра — тинӗс, мал енче — бухта. — Эсир хуралта пулатӑр, Геркулес, — терӗ Дик Сэнд, — эп сана улӑштариччен. Мана кайран урӑххисем улӑштарӗҫ. Мустанг ним тӑвайман енне кайри урисене ҫӳлелле сирпӗтрӗ — ун пек чухне тискер лашасем яланах ҫавӑн пек май шыраҫҫӗ. — Ҫитсен пӗлӗн. Каҫхине кӑтартӑп, — терӗ старик, хӑйӗн юратнӑ Лямӗ ҫине кӑтартса. Ҫапла ҫав! — Ҫапла, питӗ вӑйлӑ хронически иктерпа. — Вӑл темиҫе татӑк пулса ванса кайнӑ!» — Укҫи ара, укҫи мӗн чухлӗ! — терӗ аслӑ Козельцовӗ, балагана кӗнӗ май, купаланса выртакан ассигнацисем ҫине ирӗксӗрех ҫӑткӑннӑн пӑхса: — Ҫуррине кивҫен парасчӗ хуть, Василий Михайлыч! Эпӗ васкаса хулана таврӑнтӑм та его величествӑна хӑйӗн флотӗнчен чи пысӑк ҫирӗм караппа виҫӗ пин матрос тата пит нумай канат ман алла пама ыйтрӑм; каначӗсене ҫирӗп пулмашкӑн виҫшерӗн туса пӗтӗртӗм. Вара тӳрех таҫталла тарма пикенчӗҫ. Кӑшт тӑрсан, эпӗ каллех йывӑҫ патӗнчен ҫул ҫине тухма шутларӑм. Эпӗ вӗсене ҫакнашкал мӗскер хӑратма пултарассине шутласа илме те пултараймарӑм. Эпӗ сире мӗн кирлӗ ҫӗрте пур енӗпе те пулӑшма сӑмах паратӑп. — Вӗсем тӗслӗхшӗн пурӑнаҫҫӗ, манӑн вӗсем пекех пулмалла мар, — акӑ вӗсен пӗлтерӗшӗ. Пӗрне ҫеҫ ӑнланса илеймен вӑл: мӗншӗн-ха, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ пулин те, пӗр кӗтмен ҫӗртен ун патне пырсан Николай Антонычпа Ромашка ҫине пӗтӗм ҫӗр тӑршшӗпе куҫа сиктермесӗр пӑхса тӑтӑм иккен. Чӗре тӑри пек тапаланса илчӗ. Пуринчен малтан пирӗн самолета юр айӗнчен кӑлармалла. Эсӗ ӗнтӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн — эпӗ сана ырӑ тӑвасшӑн ҫеҫ. Эх, эсир, аник-салтаксем. Ыйтма ӗлкӗреймен ачасен амӑшӗсем пӗр-пӗрин енне шуйхӑнса та шикленсе пӑхкаласа илчӗҫ. Хӑй ачине чӗнсе кӑларасран кашниех хӑрама тытӑнчӗ. Павка пурӑнакан ҫурт умне, пӗренесем ҫине, кулма юратакан ҫамрӑксем пуҫтарӑнчӗҫ, кунта пуринчен ытла Павкӑпа кӳршӗллӗ пурӑнакан — Галочка янтратать. Ачашӑн сиенлӗ вӑл. Ҫавӑнтах зажигалка ҫинчен аса илчӗ. Ответ мӗншӗн татӑклӑ пулманнине Корчагин ӑнланать. — Аха, — терӗ Базаров. Тепӗр кунхи ҫул чылай йывӑртарах пулчӗ. Вӗсен чӗлхинчи ҫитменлӗхсем. Пӗчӗк Джека та хӑйне тивӗҫлипе мухтаса савӑнтарчӗҫ: вӑл та чаплӑ ӗҫлерӗ вӗт. Ҫакна курсан, манӑн чӗре кӑштах ыратса кайрӗ; апла пулин те хӑвӑртрах каяс килни ҫак туйӑмран вӑйлӑрах пулчӗ, аттепе анне калаҫнине эпӗ ним пӑшӑрханмасӑр малалла итлерӗм. Аякран пӑхсан, чиркӳ тӑррисемпе пушар каланчи ҫав ҫуртсене сыхласа тӑнӑ пек туйӑнать. Прислуга хӗрарӑмсем сӗтел ҫинчен савӑт-сапана пуҫтарчӗҫ, чӑшӑк-тирӗксем шакӑлтатни илтӗнчӗ. Кун пирки мӗнле шухӑш сирӗн, тусӑмсем? — Ҫук, ҫурҫӗрти. Вӑл хирӗҫ тӑрать пулсан, эпир ӑна пуҫтарса хуратпӑр. Ун умне станицӑри хӑйӗн чун савнийӗ (казаксем хӑйсен еркӗнӗсене ҫапла чӗнеҫҫӗ) Дунька тухса тӑчӗ. Вара вӑл ун ҫинчен тарӑхса шухӑшларӗ. Эпӗ, ҫӗр ӗҫлекенсене ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма мӗнпе те пулин пулӑшчӑр тесе, колхоз пуҫланичченех Калинин патне ҫыру ҫырса яма шухӑшланӑччӗ. Тӗлӗнмелле! — А ну, ывӑлӑм, ҫап! Питӗ лайӑх каларӑн! — Пӗлетӗп. Вӑл алтарь алӑкӗ ҫине ӳкернӗ ангел пек туйӑнатчӗ. Ҫапӑҫнӑ чухне те хӗрӳленмелле мар — лайӑх шутласа ҫап! Ӑслӑ выльӑх кӑштах сывлӑш нӳрленнине сиснӗ. Лаша ӑна хавхаланса ҫӑтать, ырӑ шерпет ӗҫме тытӑннӑ пекех, чӗлхипе ҫуласа илет. — Ку гильотина мар, пусма! Ан суй, эпӗ ӗненместӗп, пурӗпӗр… Майор хушнӑ тӑрӑх, Петя Уралецӑн ҫав хуткупӑса яланах хӑйпе пӗрле илсе ҫӳремелле пулнӑ. Бей унпа килӗшнине пӗлтерсе пуҫне сӗлтсе илчӗ. Эпӗ сана эсӗ йӑнӑшнине тӗрӗссипе кӑтартса паратӑп. Паллах ӗнтӗ, ун пек пуянлӑха пӑрахса темӗнле пурнӑҫпа пурӑнма кашниех пултараймасть… Пӗчӗк ҫырма хӗрринче, чикӗри кӗпер патӗнче, пӗтӗм совет ялӗ пухӑннӑ. Пӑван вазӑран хризантема чечекне илсе унӑн шурӑ ҫулҫисене пӗрин хыҫҫӑн теприне майпен татма пуҫларӗ. — Куратӑн-и, сударь, эпӗ ҫав мошеннике хут ҫырса пани ахаль пулмарӗ-мӗн. Ҫакӑн пек помощниксем пур ҫинче, ӗҫӗмӗр ӑнӑҫасси ҫинчен ҫеҫ мар, вӑл ҫӑп-ҫӑмӑлах пуласси ҫинчен те шантарса калама пулать. Ӑнлантӑр пуль — леш истори хыҫҫӑн… Хам ӗмӗрте эпӗ сан пеккисене шутсӑр нумай курнӑ, эсӗ ун чухлӗ паранкӑ та ҫимен пулӗ, анчах та сан пеккине касма тӳр килмен… Пӑван хӑвӑрт ответ пачӗ. Хыҫалта пӗр хӗр ҫариех ҫухӑрса ярсан, тахши ӑна ҫав самантрах хӑтӑрса тӑкрӗ: — Эсир унта, чараксӑррисем! Икӗ хатӗрне те йӗннисенчен кӑларчӗ те вӑл: пирӗн ҫӗршывра пӗр япалипе сухал хыраҫҫӗ, тепринпе аш касаҫҫӗ, терӗ. Кашни ҫӑлтӑр ушкӑнӗ — тӳпере курӑнакан ҫутӑ ҫӑлтӑрсен ярӑмӗ пулнине астрономсем пит лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах полици начальникӗн хӑйӑлтатакан сасси илтӗнчӗ: — Господа… Акӑ склад сиктерсе ячӗҫ, унта, пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ снаряд? — Ку тӗрӗс мар. Ҫурҫӗр Ҫӗрне Вилькицкий тупиччен ҫур ҫул малтан Татаринов капитан тупни ҫинчен Николай Антоныч чи малтан пӗлтерме ӗлкӗрчӗ, — кӑна вӑл эпӗ Катьӑна парса янӑ капитан ҫырӑвӗнчен илнӗ ӗнтӗ. Кӑтра курӑка чалӑш хӗвел ылтӑнлатнӑ, — пӗтӗм ҫаран нӳрлӗ ылтӑнпа хӗмленсе ҫунать. — Сирӗнпе пӗр ӳсӗмри пек туйӑнать мана, мисс Пойндекстер? — Вӑл шӑпланса тӑрать, сӑмсине нӑшлаттарса туртать те кичеммӗн хушса хурать: — Шалтисенчен те, тулашрисенчен те. Эпӗ кантӑк умӗнче ларма, хампа юнашар ларакан ҫынсемпе калаҫма та пултаратӑп. Туртакан ҫын пулсан, туртма та юрать. Эх, ҫав сӑмахсӑр калаҫӑва эпӗ тӗлӗнсе каймалла час ӑнкаратӑп-ҫке, кӗске кӑна пулать те вӑл, пурин ҫинчен те лайӑх пӗлтермелле илтӗнет!.. Акӑ вӑл Алексей патӗнче ларать. Ӑна хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Ҫав тутӑр айне ним те пытарса хуман пек туйӑнать, ҫапла мар-и? — Анчах та ку — нихҫан пулман япала вӗт! Ҫара ҫыранра пӗр ҫын та пулман, йывӑҫ та, курӑк туни те ӳсмен. Лукашка, ҫивчӗ сасӑпа хӗрсем хыҫҫӑн юрласа тата аллисене сулкаласа, вӑйӑ карти варринче ҫӳрерӗ. — Лайӑх туйӑнать? Полковник Корчагин ҫине йӗрӗнсе пӑхса илчӗ. — Тӗрӗс, Морис, — терӗ майор, ҫав вӑрттӑнла сӑмахсем мӗне пӗлтернине пачах ӑнланмасӑр, вӗсене ӑнланса илнӗ пӗртен-пӗр ҫын ҫинелле пӑхса. Юханшыв хӑвӑрт тулать, ун тӑрӑх тӗрлӗ йывӑҫ нумай юхать. Сцена ҫине ахаль куҫпа пӑхсан, унта мӗн пуррине пӗтӗмпех курма пулать. Пӗр-пӗр артистӑн сӑн-питне авантарах курас тесе бинокле куҫ умне илсе пырсан… мӗн-ха? Эсӗ ӑна питӗ аван куратӑн, анчах бинокль витӗр вӑл пӗччен кӑна курӑнать. Джемма лӑпкӑ, ахаль чухнехи пек нумай калаҫмасть; Анчах халь кӗркунне, урам тӑрӑх нӳрӗклӗ ҫил вӗҫтерет, ҫанталӑка нихҫан сирӗлсе пӗтми пӗлӗтсем хупласа тӑраҫҫӗ, ҫӗр пӗрӗнсе ларнӑ, пылчӑклӑ та мӗскӗнӗн курӑнать… — Эпӗр каллех ҫухалса кайрӑмӑр вӗт! — тенӗ Ваҫили Андрейч, лашине тӑратса. Козаксем лашисене тасатрӗҫ, Тарас сӑн-питрен маттурланчӗ, хӑйӗн ҫинчи пиҫиххине туртарах ҫыхрӗ, аллипе мӑйӑхне якатса илчӗ. Бакенбарчӗсем смала пек хураччӗ, айккинчен пӑхсан — грек ҫынни темелле — тутисем тимӗртен шӑратса тунӑ пек! Кунта ҫул ҫине йывӑҫ мӗлкисем ӳкнӗ. Япӑх лару-тӑру. Никамран малтан кама вӗлермелле-ха вӗсен? Ҫӗр хӑрушшӑн, ӑнланмалла мар ҫаврӑнса кайрӗ те пӗр айккинчен тепӗр айккинелле ҫаврӑна пуҫларӗ. «Ӑҫта-ха мухтанӑ Венӑн хӑтлӑхӗ?» — ыйтать вӑл ҫаплах хӑйӗнчен. Тротуарсем ҫинче вилӗ нимӗҫсене тиенӗ носилкӑсем выртаҫҫӗ. Воропаев, вӗсене куҫран ҫухатмасӑр, кӑвайт умне ларчӗ. Вал ҫавӑн пек тунинче темле мещенле, тарӑхтаракан япала пурччӗ. — Ӑҫта каятӑн ӗнтӗ эсӗ? — ыйтрӗ Марья Николаевна Санинран. Анчах та ӑна ку ытлашшиех хӑратмарӗ, ку этемле мар ухмахла пулнипе тарӑхтарнӑ пек кӑна пулчӗ пулмалла. Эсир мӗн пит пӑхатӑр ман ҫине? Ҫапла ӗнтӗ, падре ӑна ҫапах та тарма май тӑвасшӑн пулчӗ! Ҫак самантра Мэри ӑна кӗчӗ. — Атте! Атте!.. — тет вӑл, ӑсран кайнӑ ҫын пек. — Ҫапла пултӑр эппин, — терӗ старик, унтан лӑпкӑн кӑна: — Священник ӑҫта вара? — тесе ыйтрӗ. — Тавтапуҫ сире. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама аван пек туятӑп, ҫавӑнпа мана нимӗн те кирлӗ мар. — Ах, капитан! — чӗтресе кӑшкӑрса ячӗ Том. Сана хир лаши хӳринчен кӑкарса ярсан та-и? Калаҫӑва Гленарван хӑйне кирлӗ ыйту ҫине хаваслансах куҫарнӑ пулӗччӗ, анчах унпа мар-ха кунта! Мӗнех вара? — терӗ Оленин, май килнӗ таран лӑпкӑрах калаҫма тӑрӑшса, — ҫын йӗрӗ. Солис 1514-мӗш ҫулта Ла-Плат шыв вӑррине тупнӑ та, ҫав тӗлте ӑна унти ҫынсемех вӗлернӗ, ҫапла вара материк тавра пуҫласа ҫавӑрӑнса илес мухтавлӑ ят Магеллан ҫине юлнӑ. Ну-ка, вуласа кӑтарт! Кунсӑр пуҫне Мельбурна та пурпӗрех кӗмелле пулать. Ан ҫиллен, чӗппӗмҫӗм! — ҫак сӑмахсем маншӑн ҫырлахуллӑ маррине пит тӑрӑх курса, йӑлӑнса-тархасласах кӑшкӑрчӗ вӑл. Ӗненессӗр килет-и, килмест-и — ку Иван Иваныч доктор пулчӗ. Кунсӑр пуҫне тата вӑл паллӑ вӑрӑ… Ҫак советра тӗрлӗ округсенче утӑпа сӗлӗ, ӗнесемпе ехусем ҫителӗклипе ҫителӗклӗ маррине сӳтсе яваҫҫӗ. Пӗчӗк юханшыв патне ҫитеспе вӗсем Марийкӑпа хирӗҫ пулчӗҫ. Ман ачасене арӑмӑн йӑмӑкӗпе ун пиччӗшӗ илчӗҫ. Рада патӗнчен иртнӗ чух вӑл, тискер кайӑкла пӑхса, ҫапла каларӗ: — Паян унӑн пуҫне шӑчӑ ҫине тирсе лартатпӑр. Тепӗр чух ҫак ырӑ япалана миххе те шӑнӑҫтараймастӑн, туршӑн та! Атту тата… Ҫак шурӑ хӗрарӑмпа ун ачи! Пӗтӗм инкексен ҫӑлкуҫӗ. — Вӑт куратӑр-и ӗнтӗ, — терӗ малалла Грушницкий, — эпир так ахаль хӑратас тесе пульӑсӑр патронпа авӑрланӑ пӑшал илтӗмӗр те тухса кайрӑмӑр. — Уяв мар чухне ун пек апатпах иртӗхмелле мар-ха та, килте чирлӗ ҫын пуррине астуса, темех пулмӗ терӗм, туянтӑм. Шатраллӑ ҫынсемшӗн рай кунта сирӗн! — Акӑ мӗнлисем: мӗншӗн колхозран тухаканнисене выльӑх-чӗрлӗхне каялла тавӑрса пама хушмарӗҫ? Вӑл Варвара Огарновӑн ашкӑнчӑк куҫӗсене аса илчӗ те мӗн пулса иртнинчен тата хытӑрах хӑраса ӳкрӗ. «Тепӗр тесен, килсе ӳксен те, — шухӑшласа илчӗ вӑл, — малтан ҫӳлтисене вӗлерет, унтан мана; вӗлерсен те, мана ҫеҫ мар». Ӑна салтма пикентӗм, пӑлханнипе алӑсем чӗтреҫҫӗ, тахҫанччен тӑрмашма лекрӗ ҫапла. Унтан, хӑй мӗн тума пултарассине куҫӗпе шыраса, хуллен кӑна кухньӑна сӑмавар лартма тухрӗ. Кунта вилӗм шӑрши кӗрет: е эпӗ хӑҫан та пулин унӑн пурнӑҫне пӗтерсе хуратӑп, е вӑл мана мӑйракипе ӳпкерен пырса тӑрантарать, вара Ҫӑрттан мучие мӗнле чӗннине аса илсе ҫеҫ юл! Санин хӑй кӗсйинче виҫӗ кун чиксе ҫӳренӗ роза ҫинчен аса илчӗ: вӑл ӑна туртса кӑларчӗ те тутисем патне тытса хытӑ чӑмӑртарӗ, — тутисем ыратса кайнипе вӑл ҫӳҫенсе илчӗ. Пуҫӑма таятӑп. Ӑнсӑртран килсе капланнӑ шыв тыткӑнне лекнӗ сакӑр ҫыннӑн хӑрушлӑхӗ ҫинчен ҫырса кӑтартма хал та ҫитмест. Стихийӑна парӑнтарма хӑват ҫуккине те сисеҫҫӗ вӗсем. — Тӑвӑл ҫывхарасси курӑнсах тӑрать. Ярӑр пире… Вӑл, чӑрсӑр поварпа хирӗҫсе кайсан, капитан влаҫӗпе путсӗре сӑнчӑрласа лартассипе е ҫамкине персе шӑтарассипе хӑратса хӑйне пӑхӑнтарнине аса илчӗ. Чей ӗҫме бакра шыв вӗретрӗ, каялла тавӑрӑнса, хӑйӗн ушкӑнӗнчисене вӑратрӗ. Вӑл хӑвӑрт кайрӗ, утнӑ май ывӑлне мӗн каласси ҫинчен шухӑшласа пырса, питӗ ҫирӗп те ачаш сӑмах шухӑшласа тупрӗ, анчах, Илья пӳлӗмӗн алӑкне хуллен уҫсанах, йӑлт манса кайрӗ. Мӗнле те пулин моряк, ҫыран хӗрринчи ҫулпа Бристоле кайнӑ май, «Адмирал Бенбоу» трактирта чарӑнсан, капитан ӑна малтан алӑка карни витӗр пӑхатчӗ, унтан тинех вара пӗрлехи пӳлӗме тухатчӗ. Ҫавӑн пек ҫынсем пур чухне вӑл, шӑши пек, пӗр чӗнмесӗр ларатчӗ. — Нивушлӗ эсир те ҫапӑҫнӑ? — ыйтрӑм эпӗ, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса. — Клисурӑра вара? Хула йӗри-тавра стенасемпе хапхасем пулман, хула пур енчен те уҫӑ пирки тӑшман тапӑннине чарса тӑма та кансӗр пулнӑ; апла пулин те тӑшмана аслӑ урам чарма пултарнӑ. Е ку пур пӗрех-и? Ун куҫӗнче тем пек савса тӑни те вилме хатӗрри йӑлкӑшса тӑчӗ! Хӑш-хӑш чухне самолет пайӗсем хӗрлӗ кӗтессенче ҫеҫ мар, ӑҫта та пулин домкомсенче, пӗр-пӗр авиацине юратакан бухгалтерӑн сӗтелӗ тӗлӗнче те ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫерем ҫине анчӗҫ те ҫийӗнчех садалла утрӗҫ. Ыран — суд, тепӗр кун — гильотина. Именнӗ учитель хӗрелсе кайрӗ. — Шутяева Ульяна хӗрачи. Астуса тӑма ыйтатӑп: эпӗ пысӑклатса калаҫнине юратмастӑп! Командирӑн тулли пичӗ, хӗртнӗ кирпӗч пек, ватӑлла тӗспе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ, тӗмӗн-тӗмӗн пухӑннӑ куҫ харшийӗсем тарӑхуллӑн туртӑшӑнса илчӗҫ. Ҫул ҫине валли мӗн те пулин кирлӗ мар-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Акӑ вӑл, Уэлдон миссис, акӑ! — терӗ вӑл карттӑна саркаласа. Ҫапла шухӑшлать те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, шӑрпӑк коробкине пӑрахса парать. Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ, ҫырмалли кӗнекерен ҫурса илнӗ хут листи ҫине: «Я. Л. Островнов завхоза. Анчах ун айӗнчи чикмек сасартӑк шӑвӑнса кайнӑ, хунарҫӑ, юпана ыталаса тытса, ҫиллессӗн, янӑравлӑн вӑрҫса илнӗ. Кондрат! Кил-ха кунта. Председательпе пӗрле Лапшинова раскулачить тума кайса кил-ха. Хӑрамастӑн пуль-ҫке? Килте пурте хуҫаран пуҫласа (тимӗр кӑвак лашана эпӗ малалла ҫапла калатӑп) унӑн ачисемпе килӗнчи тарҫи те мана тӑрӑшсах хӑйсен чӗлхине вӗрентме тӑрӑшрӗҫ. Заряд коробкисем пуш-пушах пулнӑ; «ломовиксем» хыҫҫӑн хӑваласа, Алексей хӑйӗн патронӗсене пӗтӗмпех персе пӗтернӗ иккен. Пугачев ман ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ. Эпӗ Мересьева кӗтетӗп. Мӗншӗн пирӗншӗн пурнӑҫ ҫав тери йывӑррине ӑнланас пулать. — Вӑл патагонецӑн уйӑрӑлман мӑшӑрӗ. Е эпӗ хытӑ йӑнӑшатӑп, е ҫав ҫывӑх мӑшӑра эпир татах куратпӑр! Хӗрпе каччӑн ҫавӑн пек тытӑҫма юрать-и? Мӗн калас тенӗ, ҫавна йӑлтах каланипе хытах савӑнтӑм, анчах хам мӗн каланин пӗртен-пӗр тӗллевӗ тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ ҫитменлӗхӗсене Дмитрие йышӑнтарасси пулнине, анчах ҫак тӗллев халь, вӑл вӗриленсе кайнӑ минутра, пурнӑҫа кӗме пултараймассине шута илмерӗм. Тимӗрҫӗн мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илме хӗнрех сӑмахӗсем ҫинчен Оксана чылайччен шухӑшлакаласа тӑчӗ. «Ну, нимӗн те мар», — тесе шухӑшласа янӑ вӑл. Арина пӗчӗк графинпа стакан илсе килчӗ. Хӗр пукан ҫине ҫав тери асӑрханса, хӑйӗн айӗнчи пукан кӗҫех вӗҫсе каяс пек шикленсе ларчӗ. — Астӑвӑр, ҫинӗ тӑрсах хирӗҫ тӑрӑп. Патшалӑх ниепле те корольсӗр пулма пултараймасть. Ун вырӑнне кунти юханшывӗсенче пит нумай кимӗ ҫӳрет тата пит лайӑх пулӑ вӗҫӗмсӗр нумай, тинӗс пуллине вӗсем тытманпа пӗрех, мӗншӗн тесен вӑл Европӑри пулӑ пекех, ҫавӑнпа вӗсемшӗн пит вӗтӗ. Ури калама ҫук шыҫса, хӑпарса кайнӑ. Аван, питӗ аван, эпӗ тавлашмастӑп; анчах эсир вӗсем мӗнле халӑхне пӗлместӗр, пӗлместӗр. Вӑл пурте пӗр. Бекки шуралса кайнӑ, анчах ҫапах та итлеме пултаратӑп пулмалла, тенӗ. Ман ума ҫӑмламас кочегар тухса тӑмӑн туйӑнчӗ — вӑл та час-часах «сурасчӗ» тетчӗ. Вӑл та Якку ятлӑччӗ. Говэнӑн та вӑраха хӑварма юраман ӗҫсем пур; ҫӗнтерӳ хыҫҫӑн ҫар начальникӗсен яланах ҫапла пулать. Тепӗр тесен, пӗлетӗн-и мӗн, Алёша: Анюта темшӗн ман сухала юратмасть, ҫырӑвӗнче пӗрмаях вӑрҫать ун пирки…» Эсир манран кулмӑр-и? Вӑл питех те лайӑх хӗр. Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; хӑшпӗрисем сиккелесе те илчӗҫ. — Мӗншӗн эсӗ малтанах каламарӑн? Тархасшӑн вутпуҫҫи пар-ха мана, унсӑрӑн чӗлӗмӗм ниепле чӗрӗлсе каяймасть. Мана пуринчен ытла вӗсем тӳсме пултарни, вӗсем ӳсӗр хуҫа ӑсран тухса кайнӑ пекех мӑшкӑласа асаплантарнине ним чӗнмесӗр тӳссе ирттерни тарӑхтаратчӗ. Лашисене йывӑҫсем ҫумне кӑкарнӑ пулмалла, — анчах вӗсем патӗнче хуҫисем те пулма пултарнӑ вӗт. Сехрене хӑпартакан темӗнле паллӑ мар сисӗм хӑпарчӗ, Корчагин хӑвӑрт тумланчӗ те килӗнчен тухса кайрӗ. Пыр таранах тӑранӑпӑр! — терӗ. Кенгуру Австрали ҫывӑхӗнчи кӗҫӗн утравӗсенчен чи пысӑкки. Тинӗс ҫинчен пӑхсан, ытарма та ҫук ӑна. «Эсӗр нимӗн те чӑрмантармастӑр, перӗр, ытах та перес темесен, сирӗн ирӗк; эсӗр пересси сирте юлать; эсӗр перес тесен, эпӗ кирек хӑҫан та хатӗр пулатӑп», — терӗ. Ҫак кӗске сценӑна амӑшӗсӗр пуҫне никам та асӑрхамарӗ. Вара Паганель татах хӑйӗн тараватлӑ сӑмахӗсемпе калаҫма пикенчӗ. Авалхи тӗнче ученӑйӗсемпе эпӗ тата пилӗк кун хушши калаҫса ирттертӗм. Талькав калаҫнине Тауко ӑнланать пулсан, ҫавӑн пекех Талькав та Тауко мӗн хӑтланса пынисене питӗ аван ӑнланчӗ. Ывӑлӗ кӗнекене аяккалла хучӗ. — Эсӗр ларӑр-ха, аннеҫӗм… Ҫав кунах каҫпа Колпиковпа пулса иртнӗ мыскара ҫинчен Дмитрие каласа парсан, Колпиков мӗнле тумланнине тӗплӗн каласа кӑтартсан, вӑл питӗ хытӑ тӗлӗнчӗ. Хӑюлли хӑш-пӗр чухне ӗҫе шутламасӑр тума пултарать. Иртнӗ каҫхине унӑн телей пулман, вӑл Эль-Койота картла нумай выляса янӑ. Уретник, вӑхӑтран вӑхӑта хӗрлӗ, чӑп-чӑмӑр та ҫап-ҫаврака редиссен сухалӗсене тасата-тасата, сӗтеклӗн нӑтӑрт-нӑтӑрт чӑмласа, мана пуҫне пӗксе итлерӗ. Сывлӑш нӳрӗ пулнӑ, вӑл кӗрхи шӑршӑсемпе тулнӑ, хӑш ҫӗрте сулхӑн та сивӗ, тепӗр ҫӗрте ӑшӑ та пӑчӑ пулнӑ, ҫак тӗтре кӳллинче хӑйӗн ҫӑлкуҫӗсем пулнӑ пек, хӑйӗн ӑшӑ та сивӗ юхӑмӗсем пулнӑ пек туйӑннӑ… Тӳпере ҫурла уйӑх ҫутататчӗ, кӑшт ҫеҫ сивӗрехчӗ, ҫул питӗ аван, лашасем, хаваслӑ ямшӑк — эпӗ вара тӑрантас ҫинче ларатӑп та килӗнетӗп, хама мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшламанпа пӗрех пыратӑп. Ҫӗрлехи пӗр тикӗс сасӑсем, хӑмӑшсем чаштӑртатни, казаксем хӑрлаттарни, вӑрӑмтунасем нӑйлани тата шыв шавне хупласа хутран-ситрен пӑшал пени е татӑлса ӳкнӗ ҫыран шӑмпӑртатни, е пысӑк пулӑ шапӑлтатни, е ҫатрашкаллӑ сӗм вӑрманта тискер кайӑк чаштӑртаттарни илтӗнкелет. Чӑтасса эпӗ нумайччен чӑтса пурӑнма пултаратӑп, анчах кайран асту, ан ӳкӗн…» Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл чышкӑ кӑтартрӗ те тухса кайрӗ, голова тӗлӗнсе хытса юлчӗ. Оленин казаксене сывлӑх сунчӗ, анчах, кама та пулин ырӑ тума май тупайманнипе, пӳрте кӗчӗ. Пӳртре те май тупӑнмарӗ. Пӗр-икӗ самант хушши Сергей чунӗ иккӗленсе, шикленсе те пӑхрӗ. Вӑл ним сиен курмасӑрах юлчӗ пулмалла. Ҫар ҫыннисемпе вӑрттӑн ӗҫсем ҫинчен калаҫакан Корытова чӑрмантарас мар тесе, Воропаев приемнӑйне тухрӗ те, справочнӑй бюрори пекех, хӑйне паракан мӗнпур ыйтусене ответлеме тытӑнчӗ. Малтанхи хут кайса ҫӳрени тата кунсерен сакӑршар сехет хушши камит выляса кӑтартни мана пӗтӗмпех халтан ячӗ. — Касни кунтанах илтӗнет-и? «Хирӗҫ тавӑрас» ӗҫе тӑвиччен вӑл хӑйӗн кӗмӗлне ылтӑнӗпе пӗрле ҫӗре алтса чикетчӗ, унтан вара каялла илме килетчӗ те ырлӑхӗ ҫухалнине куратчӗ. — Мана ирӗксӗр каласа кӑтарттарма-и? Вӗсем пирӗн ҫул ҫинчех, ҫавӑнпа та вӗсем пирӗн ҫула пӗрре те тӑсмаҫҫӗ. Вӑл нимӗскер калаҫмасть. Эсӗ мана хӑв пӗртте пӗлме кирлӗ мар япаласем ҫинчен калаттаратӑн. Кук пӗр пӗчӗкҫӗ утрав ҫине ҫитсе чарӑнсан, хӑй тупнӑ ҫӗрсене пурне те Англин территорийӗ тесе, вӗсен ӗтнӗ те акӑлчансен пӗр аван кӑна ятне: Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс тесе парать. «Ҫук, улпут, — тенӗ вӑл ҫурри хӑранӑ пек, ҫурри вӑтаннӑ пек пулса, — хӑратӑп: ав епле хаяр вӑл; каллех ман ҫине ыткӑнасшӑн», — тенӗ. Эпӗ сирӗн ҫине пӑхмӑп». Халӑхне — ҫӗр ҫын ытла сӗтӗрсе пынӑ, пирӗннисене те, хуларисене те; кашни камерӑрах виҫшерӗн те тӑватшарӑн лараҫҫӗ. Костылӗсем ҫине тӗреннӗ Макҫӑм тата алла-аллӑн тытнӑ Петрпа Иохим уялла каякан урам варрипе ерипен утса пыраҫҫӗ. Вӗсем Земзе ӑслӑх-тӑнлӑхӗн пӗрчине ҫитӗнтереҫҫӗ, — вӗсем пӗтӗм расӑна пӗтмӗше илсе ҫитерекен ҫул пуҫламӑшӗнче ҫеҫ-ха. Мӗншӗнне халех ӑнлантарса паратӑп: вӗсен трактор пулас пулсан — калаҫу урӑхла пулнӑ пулӗччӗ, анчах вӗсене трактор памарӗҫ, вӑкӑрсемпе ӗҫлесе нумаях пуяймӑн. Хӑй месерле, кӑкрисене мӑкӑртса, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать; унӑн сапаласа янӑ тӗксӗм ҫӳҫӗсем, йӑлтӑртатакан хура лакпа хутӑшса, рояль хуппи ӑшне кӗрсе кайнӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӑл сӗтел патнелле мӗн чухлӗ ҫывхарса пычӗ, унӑн кӗлеткин пайӗсем ҫав тери уҫӑмлӑрах палӑрчӗҫ, хулхушшинчи, хырӑм ҫинчи ҫӑмӗсем куҫа ытларах та ытларах курӑнса пычӗҫ. — Тӑхта, — хирӗҫлерӗ Увар Иванович, — пулаҫҫӗ. Пӳрчӗн пӗр пайӗнче Семен Кузов ҫемьи пурӑнать, тепӗр пайне мана вырнаҫтарчӗҫ. — Джемма! Чӑтлӑхран тухсан, сунарҫӑ уҫӑ тӳремлӗхе пырса лекнӗ. — Айӑплӑ мар эпӗ ун умӗнче, чӑн сӑмахӑма калатӑп! — Тӑлӑпна пытарса хутӑнах пулать? Ку питех те лайӑх мар!.. Фёдор тӗмене пӑхса ҫаврӑнчӗ, Токаревпа тата Патошкинпа пӗрле вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре лашапа кайса килчӗ. Кала, Островнов! Анчах кӗске вӑхӑтра пурин куҫӗ умӗнчех пулса иртнӗ ӗҫсем ҫынсене питӗ тӗлӗнтернӗ пулнӑ. Унӑн кун ҫутипе ҫуталнӑ илемлӗ, ырханланнӑ пуҫӗ шурӑ минтер ҫинче вилнӗ ҫын пуҫӗ пек выртать… Ҫил вӗсен ҫулҫисене силлентерет, тикӗс мар урайӗнче хӗвел пайӑркисем куҫкалаҫҫӗ. Куҫ харшисене ҫӗклентерсе, Давыдов шутлама пуҫларӗ: «Хыр хӑми икӗ кубометртан кая мар кирлӗ пулать — хӑш-пӗр урай хӑмисене улӑштармалла. Вӑл питех те тӗрӗс калать: хастарлӑ помощник кирлӗ. Ҫак хисеплӗ ҫын ҫывӑхра пурӑнмасть. Каҫӗ питӗ лӑпкӑ, шӑплӑха лаша урисенчи тимӗр тӑлӑсем анчах хӑйсен сассисемпе пӑсаҫҫӗ. Ун умӗнче ыйту тӑрать, вӑл ӑна ниҫта та пӑранма памасть. Лётчик хӑйӗн лутӑрканнӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ пилоткине хыврӗ те, сестра аллине тытса ӑна хӑюсӑртараххӑн хӑйӗн тутисем патне илсе пычӗ, лешӗ вара, унӑн пуҫне ик енчен те алтупанӗсемпе тытса, ӑна, ҫамкинчен чуптурӗ. Вот, Тимошенко, эсӗ ачасемпе Серёжӑна ил те паянах пурне те шыраса туп! Вӑл сывлӑша хӑвӑрттӑн та кӗскен, ҫӑткӑннӑн турта-турта сывларӗ. Ку бандитсем халлӗхе вырӑссене тивмеҫҫӗ-ха. Эпӗ юриюх алӑк анинче чарӑнса тӑтӑм та Ярмола енне ҫаврӑнса чӑрсӑррӑн тинкертӗм. «Эсӗ пӗлетӗн-и, ухмах, улпут майрин урӑх горничнӑй ҫук вӗт!» Гагарченкӑна виноград бригади ҫумне ҫирӗплетрӗҫ, Паусова пахча ҫимӗҫ бригади — чи пӗчӗкки лекрӗ. Артамонов хӑраса кайрӗ те, урисем ыратнине манса кайсах, сиксе тӑрса ӑна хирӗҫ кайрӗ. Вӑл чӑпӑрккине сулса илчӗ. — Юрать. Ученый ӑна кӗчӗ. Вӑл шалтах тӗлӗнсе кайрӗ, унта рояль сассине уйӑрса илчӗ. Анчах та кунччен пӗр уйӑх малтанах совет самолёчӗсем нимӗҫ позицийӗсем тӗлӗнчи пӗлӗтре ахальтен вӗҫсе ҫӳремен пулнӑ ҫав. Сывӑ пурӑнатӑр-и, тӑвансем? Кит тытнӑ ҫӗрте пӗр тапхӑр ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӗсем ӗҫ укҫи илеҫҫӗ те килес ҫулччен карап ҫинчен анса юлаҫҫӗ. Апла пулсан, эпӗ те сирӗнпе пыратӑп! тупата туршӑн пыратӑп. — Ха! — тесе кӑшкӑрнӑ хуҫи. Ҫакна пит те нумайӑшӗ ӑнланаҫҫӗ, эпӗ ун пеккисене тӗл пулнӑ. Начальник мухтани вӑл вӑхӑтра орден илнипе пӗр танах пулнӑ. — Э, халӗ эсӗ те ҫав шухӑшпа килӗшес тетӗн пулмалла, шӑллӑм, — терӗ профессор, ӑшшӑн кулса. Сасартӑк вӑл хӗрелсе кайрӗ те питне ун кӑкӑрӗ ҫине пытарчӗ. Амӑшӗ унпа сывпуллашрӗ те, асӑрханса, чалӑшшӑн утса, кухньӑна тухрӗ; вӑл чӗринче темле ыраттаракан йӳҫек туйӑм пуррине сисрӗ. — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтатӑп. Нумай ҫӗрте нимӗҫсем тӗрлӗрен складсем, вӑхӑтлӑх гаражсем, заправочнӑй базӑсем тӑва-тӑва лартаҫҫӗ. Эпӗ сухал хырса пӗтерем — вара калаҫӑпӑр. Ҫаплах, «ырӑ ят» терӗҫ ҫав. — Суяҫҫӗ!.. Урамри ҫынсем малтанах ку ушкӑн мӗн пирки шавласа, кӗрлесе, юрласа пынине тавҫӑрса илеймерӗҫ. — Халӗ ӗнтӗ инҫе мар, — терӗ Николай Петрович: — ҫак сӑрт ҫине кӑна хӑпармалла, вара кил те курӑнать. — Ученӑй пуласшӑн, — пӑшӑлтатрӗҫ хӑнасем. Астӑватӑр-и? — тӑсрӗ вӑл малалла, ман хӗрелсе кайнӑ, шиклӗ сӑн ҫине тӗпчевлӗн пӑхса. Эпӗ юратупа тулнӑ ҫын текенни пулнӑ ун чух. — Эпӗ пӗлетӗп… Унӑн сасси, ян кайса, пушӑ тӳпе айӗнче янӑраса тӑнӑ та, кайран майӗпен инҫетелле кайса, такам мӑшкӑлласа ӗхӗлтетсе кулнӑ пек пулса чарӑнса ларнӑ. Красноармеец хулпуҫҫи ҫинчи чӗнне тӳрлетрӗ те туртса пӗтернӗ цыгарка тӗпне юр ҫине сурса пӑрахрӗ. Пирӗн кашни ҫӗр лаптӑкӗшӗн нимӗҫсем хӑйсен пуҫӗсене, хӑйсен хура юнне тӑкчӑр! Ялти ачасем, хохолсен айванрах шуйттанне те, ултавҫӑ вӑпӑр карчӑкӗсене те лайӑх пӗлекенскерсем, хӑйсем те мӗн астунӑ пеккисене пурне те каласа паратчӗҫ, вара ҫавнашкал вӑхӑтсем пит шавлӑ иртетчӗҫ. Эпӗ ватӑ, пуранасси манӑн нумай юлмарӗ ӗнтӗ. Ну-ка! Вӑл хӑйӗн тӗлӗнтермелле фигурисене тунӑ хыҫҫӑн, аэродрома таврӑннӑ самантра вара эпир, ҫав ҫын патнелле тирӗнсе ӳкес пекех чупатпӑр, чи аслӑ пилотажа юратакансем, курӑк пекех ешӗлскерсем, кӑшт ҫеҫ тӑват ураланса шумаҫҫӗ вӗт. Вӑл, пӗр куҫлӑхсӑр-мӗнсӗр, кабинӑран пӑхать. Пирӗншӗн вӑл тӗлӗнмелле пултаруллӑ летчик пек, ӑмӑрткайӑк чунлӑ ҫын пек туйӑнать. Пӗрре пуҫланӑскер, малаллах каятӑп. Вӑл мана килӗшет, апла пулсан, эпӗ унпала вӑхӑт ирттерме те пултаратӑп… Ӗҫшӗн кӑна сиенлӗ ан пултӑр, ытти-хытти ҫине сур та хур! Ну вӑт, ҫавна каласа кӑтарт та эсӗ. — Мӗнле ҫук пулччӑр вӗсем пирӗн, Николай Еремеич: паллах — вырӑнӗ пирӗн вӑрманлӑ. Алӑк патне ӗне пычӗ, вӑл икӗ хутчен хыттӑн сывларӗ; йытӑ ӑна хирӗҫ тивӗҫлипе хӑрлатса илчӗ; юнашарах сысна нӑриклетсе иртсе кайрӗ; таҫта ҫывӑхра лаша утӑ ҫинипе тулхӑрма тытӑнчӗ те… юлашкинчен эпӗ тӗлӗрсе кайрӑм. — Ара, япалусем нумай мар вӗт-ха сан, вырнаҫтаратпӑр пулӗ. Вӑл краҫҫын шӑрши ҫапнӑ юрӑхсӑр шоколад йышӑнчӗ, уншӑн та взятка илсе кӗсйине чикрӗ. — Ҫапла та-ха, анчах вӗсене шанма ҫук. Шурӑ юрпа витӗннӗ хирте те, ҫул ҫинче те пӗр чун курӑнмасть. Ҫавна пурне те ватӑ йывӑҫ хӑвӑлӗнче тупнӑ. Индеецсене хирӗҫ ҫӗнӗ поход тӑвасси ҫинчен шухӑшламалли те пулман. Паттӑр ӗҫсем шыракансен хӑйсен кӑмӑлне лӑплантарса, мирлӗ пурӑнӑҫпа ҫырлахма тивнӗ. Кам та пулин ватӑ Джона мӗнле те пулин усал тума хӑтлансан, вӑл ҫын ҫак тӗнчере нумай пурӑнаймасть. Комиссире мана эпӗ ҫар ӗҫне юрӑхсӑр, терӗҫ. Вӑл улшӑнчӗ — ку тӳрех паллӑ. Австралинче тӑтӑшах пулакан феномен: вӑрманӗ-вӑрманӗпе пӗтни мӗнрен килет-ши? Мӗнле мур килсе пӗтерет йывӑҫсене? Вӑл паллӑ мар. Ни ватӑ туземецсем, ни вӗсен аслашшӗсем ҫак ҫулҫӑсем симӗс пулнине курман. Ҫак йывӑҫсен масарӗсем авалтанпа тӑраҫҫӗ. — Вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ тахӑшӗ пӗтӗм вӑйпа, ҫак сасӑ вара пурне те сасартӑках пӑлхатса ячӗ. Енчен вӑл ахаль виле сӑнлӑ ҫеҫ пулнӑ пулсан татахчӗ, апла ҫеҫ мар-ҫке, унран темӗн чухлӗ хӑрушӑрах! Кун ҫурмаран касӑлчӗ — пуҫланнӑ чух, ирхине, вӑл тулли пек туйӑнатчӗ, анчах халӗ ун ӑшчикӗ пӗтӗмпех пушанса юлчӗ, амӑшӗ умӗнче салхуллӑ пушӑ вырӑн ҫеҫ тӑрса юлчӗ те, умра ӑнланмалла мар ыйту тӑчӗ: — Мӗн пулать-ха ӗнтӗ?.. Хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗсемпе ун пуҫне ҫавӑрчӗ пулас? Мӗн тери хӑрушӑ ку, вӗҫнӗ чух, винт хускалманни ҫине пӑхма! Анчах Лось ҫывӑраймасть; ларнӑ та — куҫӗсене хӗсе-хӗсе ҫӑлтӑрсене сӑнать, чӗлӗм ӗмет. Авӑр Фомапа кӑкӑртан калла пырса ҫапнӑ, вӑл хыҫалалла сулӑнса кайнӑ. Ҫулахай ура ыратать. Халӗ вӗсен ҫанна тавӑрмалла та… — Мӗн тӑвӑн ҫав, ҫапла та пулӗ, — терӗ Кораблев. — Магеллан вӗсене «патагонецсем» тенӗ, ку чӑнах та тӗрӗс; анчах фиджиецсем вӗсене «тиременей» теҫҫӗ, чилиецсем — «каукалу», Кармен колонисӗсем — «текуельхи», арауканецсем — «уилихи»; Мӗншӗн хире каймастӑр-ха эсир? Революцин тӑшман пур — кивелнӗ тӗнче, революци ӑна, хирург хӑйӗн тӑшманне — шыҫӑ чирне хӗрхенмен пекех, хӗрхенмест. Пачӗ те калать: «Вӗрен, мучи, ватлӑхра кирлӗ пулӗ», — тет. — Аннен ҫывӑрсан пуҫ ыратни иртет, — терӗ Джемма. — Ҫапах та, мӗн чухлӗ пачӗҫ? Танксем кусем! — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ. Дымов ҫине пӑхмарӗ те. — Вӗсене пытарма пӗлмелле, — малалла каларӗ вӑл. Эпӗ хам та ҫак гостиницӑра пурӑнатӑп. Ҫӗнӗрен килсе вырнаҫакансене кӗтсе, пӳлӗмсем пушӑ тӑнӑ вӑхӑтра, эпӗ ҫара стенисене пӑхма кӗтӗм, картинӑсем ҫакӑнса тӑнӑ вырӑнсенче тӑваткӑл паллӑсем, кукӑр пӑтасем тата пӑтасемпе амантнӑ вырӑнсем курӑнса тӑратчӗҫ. — Эпир пурте хуйхӑпа витӗнсе ҫӳретпӗр, хуйхӑ пирӗн тир вырӑннех пулса тӑрать, — хуйхӑпа сывлатпӑр, хуйхӑпа тумланатпӑр. Аялтан, тарӑн-тарӑн ҫӗртен, тусен пуш-пушӑ тӑррисем ҫӗкленеҫҫӗ. — Ну, шӑнтӑн-и? Ҫавӑнпа та (Шубин юрласа ячӗ): «Марья Петровна сывӑ пултӑр!» е урӑхла, Марья Петровна пулмасан, урӑххи — пурпӗрех. Тир ҫӑмӑллӑнах сӗвӗнет. Ҫӗрпе Уйӑх хушши 384 пин километр, ҫапах та пӗтӗм тӗнчери туртӑну вӑйне пула Уйӑх хӑй вырӑнӗнче пит лайӑх тытӑнса тӑрать. Яковлев, касса ил! Шаретт хураха маркиз титулӗпе, король ҫарӗн генерал-лейтенант чинӗпе тата святой Людовик орденӗпе наградӑланӑ. Аскӑнлатнӑ, ӑйӑрсене! Зеб ӗнтӗ алӑк урлӑ ура ярса пуснӑччӗ, анчах чарӑнса тӑчӗ те шухӑша кайрӗ. 1665 ҫулта, шӑп кӑна Голландин тинӗсҫӳревҫисем сцена ҫинчен аннӑ тапхӑрта, ҫак кӑнтӑр енчи утравӑн ятне мӗнпур пысӑкӑшӗпе илсе Ҫӗнӗ Голланди тесе каланӑ. Вӑл сӗт тултарнӑ кастрюльне примус ҫине лартрӗ те кӗсйинчи ҫырӑвне тыткаласа пӑхрӗ: — Оля, турӑ пур-и? Джон кун пеккине кӗтсе тӑриччен типӗ ҫӗр ҫине ҫитесшӗн. Ун янаххи тӑрӑх апельсин сӗткенӗ юхать. Поварсем вучах шӑтӑкӗ турӗҫ, унтан-кунтан, тӗрлӗ ҫынсен килкартишӗсенчен тӗплӗрех ҫӗре хурайман вут сыпписем йӑтса пӑтӑ пӗҫерме те тытӑннӑ ӗнтӗ. Фельдфебельсем хӑйсен ҫыннисем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ. Темшӗн хӗрсе кайнӑ питне аллипе шӑлса, Давыдов вырӑнтан хускалмасӑр тӑчӗ, аптранипе кулса, шухӑшларӗ: «Акӑ тупнӑ вӑхӑт мӑшӑр шырама! Сальски округра бронедоездсем… поражени тӳсес пулсан… Тумхахсем ҫинче асту, асӑрхарах тыт: урапана та ватма пултаратӑн, улпутӑн вар-хырӑмне те пӑсӑн!» Тухатпӑр ӗнтӗ; пӗри ман умран пырать, тепри хыҫалтан, иккӗшӗ те пӑшалпа. — Эсӗ мӗн пирки ҫапла шухӑшлама пултаратӑн вара? — тесе ыйтрӗ пичче. Анчах ку тухатни ӑнӑҫлӑ пуласса ытларах ӗненме пулӑшать ҫеҫ. — Кунта, куратӑн-и, ҫак вырӑн пит шӑйрӑлса, якалса кайнӑ. Анчах, пӗр вӑхӑтран пуҫласа, ҫак пӗтӗм пысӑк хуҫалӑх Артамоновӑн кӑмӑлне те йӑпатман, ӑна мӑнаҫлантарман, вӑл ӑна тӗрлӗрен кӳренӳсем ҫеҫ кӳнӗ. Вӑл мӗнле сӑлтавпа вӗлернине те уҫӑмлӑн кӑтартса парать, тата преступление те шутсӑр лайӑх маррӑн ӳкерсе кӑтартать. — Старик Тараса хулпуҫҫинчен тӗксе илнӗ, унтан сасартӑк чакса тӑнӑ, — калӑн, вӑл сасартӑк — иртерех савӑнмастӑп-и, ҫак ҫурма кӑвак этем ҫине ҫавӑн пек пӑхмалла-и? — тенӗ евӗр шикленсе ӳкнӗ, тейӗн, вӑл вара ывӑлӗн пысӑк, йӗри-тавра сарӑххӑн тӑртанса тӑракан куҫӗсем ҫине тӗпчевлӗн, шанчӑксӑррӑн пӑхса илнӗ. Дик! Ку пӗртен-пӗр хурт-кӑпшанкӑ тата, паллах, Африкӑриех! Анчах мӗнле кайтӑр-ха вӑл? Хӑюллӑрах пулас тесе, Женя шыва кӗрсе тухрӗ те майӗпен хӑйсен дачине шырама утрӗ. Сэнд хушамачӗ вара Дика ӑҫта тупнине — Нью-Йорк порчӗ ҫумӗнчи Гудзон шывӗн пырӗнчи Сенди-Хук ятлӑ хӑйӑрлӑ сӑмсаха — пӗлтернӗ. — Паллах, юрать, ним иккӗленмелли те ҫук! — терӗҫ пӗр виҫ-тӑват сасӑ. Ун патне те сан валли тесе ҫыра-ҫыра ятӑм, унтан хӑй патне те ҫыртӑм — пӗр ответ та пулмарӗ! — Кӗр пӳрте, ухмах! — тарӑхса кӑшкӑрать Развалихин. Пасар урамӗпе килелле таврӑннӑ чухне эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: кунти ҫынсенчен нумайӑшӗ треска пулӑ типӗтсе тӑварлаҫҫӗ, вара ӑна шхунӑсем ҫине тиесе ытти ҫӗршывсене ӑсатса пурӑнаҫҫӗ иккен. Пӗр хускалмасӑр, хавхаланнӑн тӗлӗрсе лараҫҫӗ тӗттӗм вӑрмансем. Ҫӗрте вӗсен пысӑк мӗлкисем выртаҫҫӗ. — Ак ҫакнашкал вӗҫӗмсӗр утатӑп та вӗҫӗмсӗр шухӑшлатӑп эпӗ. Кисловодскран пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ту хушшинче, Подкумок юхса иртнӗ ҫӗрте Ҫӗрӗ текен чӑнкӑ сӑрт пур; вӑл — ҫутҫанталӑк тунӑ хапха; ку хапха ҫӳллӗ сӑртра ҫӗкленсе тӑрать, хӗвел вара анас умӗн ҫавӑн витӗр тӗнче ҫине юлашки хут ҫулӑмлӑн пӑхса илет. Аннепе эпӗ тӗл пулман теме те юрать. Эпир каялла таврӑнтӑмӑр, кимме кӗрсе ларса, ҫӗр хӑвӑлӗ патнерех ишсе пытӑмӑр, хамӑр япаласене пӗтӗмпех унта йӑтса хӑпартӑмӑр. Калиныч (эпӗ ун ҫинчен каярахпа пӗлтӗм), улпутпа пӗрле кашни кунах сунара ҫӳрет, унӑн сумкине, тепӗр чухне пӑшалне те, йӑтса пырать, кайӑк ӑҫта ларнине асӑрхать, шыв кайса илет, хурӑн ҫырли пухать, хӳшӗсем тӑвать, урапа хыҫҫӑн чупса пырать; унсӑр Полутыкин господин пӗр утӑм та ярса пусма пултараймасть. Смотр пӗтес умӗн, мобилизациленнисем взвод хыҫҫӑн взвод тикӗс мар ретсемпе ялав умне, Василий пуп евангели тытса тӑракан ҫӗре пырса, малтан евангелие, унтан ялав кӗтессине чуптунӑ хушӑра, кӗтмен япала пулса тӑчӗ. — Петине — Петя та-ха, анчах вӑлах та мар. Ҫапах та, ҫутҫанталӑк Венгрире халӗ мӗнле тӑнине вӑл чухласа ҫитереймерӗ, хӑй нумай-нумай япалана курса ӗлкӗреймесӗрех стройран тухса ӳкнӗшӗн кулянчӗ. — Юрать, — терӗ Джемма. — Ҫырӑр ман ҫине. Вӑл хӑйӗн ылттӑнпа тултарнӑ мӗнпур хутаҫҫисене салтрӗ, арчисене уҫрӗ. Хӗрӗн чӗнекен ҫӑварӗ ҫумне ҫӑткӑнлансах ҫыпӑҫса ларать Соломон. Ҫав вӑхӑтра ун куҫӗсем уҫӑлаҫҫӗ. Вара Вялов, йӗрӗннӗ пек, ун аллине аяккалла сирсе ячӗ. — Мӗн калӑн? Ҫавӑ ӑна хӑрататчӗ, вӑл салхуланса каятчӗ. Эпӗ ӑна кравать ҫумне ҫыхса хуратӑп. Джим унӑн сӑмахӗсене мана каласа пычӗ: — Санӑн аҫу хӑйӗн мӗн тумаллине хӑй те пӗлмест. — Хамӑрӑннисене хӑвалаҫҫӗ-и? — Мӗн каламаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ, — йӗрес пек ассӑн сывла-сывла ячӗ Настасья Петровна. Ку август уйӑхӗнче пӗр ирхине пулса иртнӗ. Унӑн шутсӑрах хумханса кайнӑ сӑн-питне курать те мӗн пулнине тӳрех чухласа илет. — Тимӗр кӗреҫе ӑҫта пирӗн, анне? — ним пулман пек ыйтрӗ Разметнов. Паллах ӗнтӗ, Носков социалистсене сыхласа сӑнас тӗлӗшпе ӗҫлет пулсан, вӑл усӑллӑ; кӑна мар — питӗ кирлӗ ҫын, анчах та вӑл вӑхӑтпа усӑ курса, кайран хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулманшӑн, хӑйне пӑшалпа пенӗшӗн тавӑрма суйрӗ, улталарӗ пулсан? Василий Иванович хӑй ывӑлӗнчен темиҫе хутчен те асӑрхавлӑн унӑн ӗҫӗ ҫинчен, сывлӑхӗ ҫинчен, Аркадий ҫинчен ыйтса пӗлме тӑчӗ… Анчах Базаров ӑна ирӗксӗр те тирпейсӗррӗн ответлет. Пӗрре, ашшӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех сӑмах майӗн чаваласа пынине асӑрхасан, Базаров кӳренсе: «Мӗн эсӗ яланах ман тавра чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳренӗ пек ҫӳретӗн? Кашкӑрсем каҫхи тупӑша хырӑмӗсенче шӑратма вӑрман чӑтлӑхӗсене кайрӗҫ, тилӗ те, юр ҫинче хӑйӗн йӗрӗсене чеен пӑтраштарса, уҫланкӑран ҫухалчӗ. Паян ав, мӗн чухлӗ танккарӑмӑр тата кунта та ҫителӗклех ӗҫлерӗмӗр — алӑ-ура сӑрӑлтатса тӑрать. Кам парса яма килӗшӗ, парса яраканнин вара хӑйӗн те хӑрасах тӑмалла пулать? Ку шухӑш тӗлӗнмеллеччӗ, Ромашова мӗн ачаран пӗлсе тӑраканшӑн чӑн шухӑшчӗ вара. Манӑн чун император умӗнче тап-тасах. — Ирӗк памастӑп! Эпӗ ун ҫинчен пӗлтертӗм ӑна. Унӑн пуҫ чашкине хӗссе тӑракан тимӗр хӗскӗчсенчен хӑтарас тесен, манӑн пӗрре кӑна алӑпа сулмалла, пӗр сӑмах анчах каламалла. — Губернатор хӑй те сан аҫуна ӑсатма килнӗ… хула пуҫӗ… дума та пӗтӗмӗшпех… ак хӑвӑн хыҫӑнта тата — ҫаврӑнса пӑх-ха! Вӑл Ежова хулпуҫҫинчен ярса тытнӑ, ун ҫинелле пӗшкӗнсе, ялтӑракан куҫӗсемпе ӑна куҫран пӑхнӑ, унтан пӑшӑрханупа, йӳҫӗхӳпе, йынӑшса янӑ пекех: Э-эх! Шыв курӑкӗсене тата тымарсем ҫумӗнчи мӑксене хыпаланӑ май унӑн алли рак хаччисем ҫине пырса тӑрӑнчӗ… Халӑхӗ пирӗн качака таки пекех вӗт, пулчӗ-пулмарӗ — тӗкӗшет! Хӑйӗн куҫне хӑй ӗненмесӗр, Артём юпа пек хытса чарӑнса тӑчӗ. — А ну-ка, господасем, атьӑр-ха, кайса аппаланса пӑхар, — хӗмленсе тӑракан куҫсемпе, тархасланӑн каларӗ Лбов. Эпӗ мӗн? — отставкӑна тухнӑ штаб-лекарь кӑна, урӑх нимӗн те мар; халь акӑ агронома лекрӗм. — Питех те лайӑх вӗрентӗм. Анчах пиртен пӑрӑнчӑксем тӑваканни хӑшӗ пулнӑ-ши — эпӗ-ши, райком-ши? — Рунӑсемпе? Ҫитӗнсех, аталансах пычӗ вӑл. Тен, хӑҫан пулин кун килӗ, вара Дуа-Тара чӑтса ирттернӗ асапсем ҫинчен маориецсен пӗр Гомере килсе юрӑ хывса парӗ. Телейсӗр дикарь нумай аванмарлӑхсене чӑтса ирттернӗ, патак ҫине, мӑшкӑл тӳснӗ. Ӗҫлесе панӑшӑн ӑна хӗненӗ, тӗрмене хупса лартнӑ, шанчӑксӑра кӑларнӑ. Хӑйсене-хӑйсем цивилизаци ҫыннисем тесе шутлакансем ҫинчен унӑн мӗнле шухӑш ҫӑмхаланнине те тавҫӑрса илме пулать. Ӑна Лондана илсе кайнӑ. Эпӗ ӑна ҫак самантра хам ҫумринчен те лайӑхрах куртӑм. — Командир чӗрӗ пулнине тата тӗрӗс решени хӑвӑрт йышӑннине вилес пекех юрататӑп… Хӑрушлӑх вӑл пӗрлӗх ҫуккинче, сиртен кашниех эпӗ тӗрӗс тӑватӑп тесе харпӑр хӑй еннелле туртнинче. Ну-ну, мӗншӗн-ха эсир ҫавӑн пек салху? Смирно! — Вӑл вӗренме вырнаҫсах ҫитсен, тата хам кӗрхи ӗҫсене туса ҫитерсен, ӑна качча илме шутлатӑп. Анчах ҫапах та Паганель темӗншӗн хӑйӗн татӑклӑ сӑмахне каласа пама хӑяймасть. Пусма тӑрӑх вӑл мӗнпур вӑйӗпе хӑпаратчӗ те, тайкаланса пирӗн стойка патне пыратчӗ. Хӗрлӗ тӗс, ура сыппи ҫине тухса, пакӑлчаксем тӑрӑх сарӑлнӑ. Ӑна эпӗ: «Ӗҫ мӗнле пынине сана пӗлтерсех тӑрӑп», терӗм. Варринчи пукан ҫинче Симурден ларать; сылтӑм енче — судӑн аслӑ членӗ Гешан капитан, сулахайра — судӑн кӗҫӗн членӗ Радуб сержант. Хӑш чухне вӑл ӳсӗр таврӑннӑ, — Фома, ун пек чух, малтанхи вӑхӑтра тарса пытаннӑ, каярахпа — хӑнӑхнӑ, пыра-киле ӑна — ӳсӗр ашшӗ урӑ чухнехинчен аванрах та, ачашрах та, пӑртакҫӑ кулӑшларах та туйӑна пуҫланӑ. — Мӗн калаҫрӑн ҫак эсӗ? — Кунта прапорщик выртать… Эсир ӑнланатӑр пулӗ, вӑл ман аттепе пӗр тӑванӗн ывӑлӗпе вӑрҫса кайнӑ пулин те, вӑл ҫын маншӑн нимех те мар теме пултараймастӑп эпӗ. Ҫавӑнтах — хӑйӗнчен хӑй хӑрать: вӑл нумай илесшӗн, илмелли те пур, анчах мӗнле илетӗн-ха? Г-жа Лорӑпа Крэнкбиль ятлаҫса тӑнӑ ҫӗре ҫынсем пухӑна пуҫланӑ. Эсӗ кунта каялла килнӗ чухне кӗрсен, эпӗ ӑна сана парӑп. — Эпӗ яланах хӑна кӗтетӗп, — терӗ вара ирландец. Вӑл хӑй ҫурӑмӗ хыҫӗнче чӳречесем уҫӑлнине илтрӗ. Акӑ вӑл арӑслан пек мӑнкӑмӑллӑ та тӗреклӗ ҫынсем тухакан йӑва! А эсӗ, Плутон, мана часрах мустанга йӗнерлесе пар. Лось ӑна пӳлӗме сӗтӗрсе кӗчӗ, алӑка тачӑ хупса хучӗ. Унта хӑйӗнче те тем «Испанский дворянин» пекки пурччӗ: пӗрре плошадьре каланча умӗнче виҫӗ пожарнӑй юри вылямалла мужике хӗнетчӗҫ; ҫынсем ушкӑнпа, пӗр хӗрӗх ҫын, хӗненине пӑхса, салтаксене мухтаса тӑратчӗҫ. — Пӑшал пускӑчӗ ҫинче выртнӑ вӑл, ҫавӑнпа юлнӑ. Унӑн чи ҫирӗп ӗненӗвӗ, тупа туса панӑ чи таса сӑмахӗ, чи ҫирӗп шухӑшӗсем — пурте тӗрексӗрленчӗҫ. Сасартӑк ула кит хӳрине сулса илчӗ те ҫавӑнтах пӗр вӑтӑр фута ҫити малалла ишсе кайрӗ. Тулта кӗрхи йывӑр, кӑвакрах юр пӗрчисем вӗлтлете-вӗлтлете вӗҫеҫҫӗ. Чаплӑ вырӑн ку айлӑм! йӗри-тавра улӑхма ҫук ҫӳллӗ тусем ешӗл плюшпа пӗркенсе тӑраҫҫӗ, тата чинарӑ тӗмӗсемпе тумланнӑ хӗрлӗрех сӑмсахсем, ҫуркаланса пӗтнӗ чӑнкӑ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, лере, таҫта ҫӳлте, ылтӑн ҫӳҫеллӗ ӗмӗрхи юрсем палӑраҫҫӗ, аялта тата Арагвӑ шывӗ хура та сӗм-тӗттӗм ту хушшинчен шавласа сикекен пӗр ятсӑр ҫырмапа ыталаннӑ та, кӗмӗл ҫил пек тӑсӑлса, тирне йӑлтӑртаттаракан ҫӗлен пек ҫуталса выртать. Амӑшӗпе Сизов чарӑнса тӑчӗҫ. Чартков пур енӗпе те чапа тухнӑ живописец пулса тӑчӗ. — Эпир Дингӑран пирӗн карап ҫинчи, халь таҫта ҫухалнӑ юлташ ҫинчен мӗнле те пулин хыпар ҫук-и тесе ыйтрӑмӑр. Ҫапла вара, «Пилигримпа» ҫул ҫӳресси Уэлдон миссиса хӑш-пӗр енчен аванрах та. — Хурт-кӑпшанкӑ? Декабрӗн 8-мӗшӗ. Эпӗ департамента каяс тесех тӑраттӑм, анчах тӗрлӗ сӑлтавсемпе шухӑшсене пула чарӑнса тӑтӑм. Кунтан лайӑх кӳршӗ пуласса Павел ӗмӗтленмен те. Ҫавӑнпа та Гленарван дикарьсем умӗнче тунӑ хӑйӗн айӑпӗшӗн нумай асапсем тӳссе ирттерме хатӗрленет. Апла пулин те вӑл Кара-Тетене вӗлернӗшӗн хӗрхенсе тӑмасть. Кунсӑр пуҫне вӑл Каи-Куму ҫилли хӑйӗн ҫине ҫеҫ пырса тивессине те лайӑх шанса тӑрать. Ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртлӑрах тирӗ ҫеҫ канӑҫсӑррӑн туртӑнкаларӗ. Эп сирӗнпе пӗрле Запорожьене ахалех, уҫӑлса ҫӳреме пыратӑп. Ырханкка хӗр, ыттисенчен чи илемсӗрри, юрӑ пуҫлать: Хура та вӑрман, вӑрман хыҫӗнчен, Ешӗл сад пахчи ӳсекен ҫӗртен Килет ик йӗкӗт, утать ик ача, Иккӗшӗ те ҫав авланман ача. — «Мӗн» мар, ӑрсурник, ҫырусене тупса пар! Анчах Марьяна, илтмӗш пулса, пуҫне пӗшкӗртрӗ те, кӗреҫине хулпуҫҫи ҫине хурса, хӑйӗн ҫивӗч арҫынла уттипе лаҫ патне кайрӗ. — Ҫапла-а эппин! — темскере систерсе тӑсса каларӗ дворник. — Эпӗ астуса юлӑп, — терӗм эпӗ, рамӑна ҫӗклесе. — Ф… ф… ахх… — тесе янӑ вӑл юлашкинчен. — Мӗн кирлӗ ӑна? — тӗлӗнсе ыйтрӗ мучи. Пурнӑҫра мӗнле пулса тухать-ха? Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, шухӑшласа ларчӗ те, тӗлӗннӗ пек кулса илсе, хушса хучӗ: — Господи Иисусе, — илтетӗн-и, Павел, мӗн калатӑп эпӗ?.. — Чарӑнатпӑр, — тет профессор. Старик куҫ харшине пӗркелентерчӗ… Мӗн тесе ача пултӑр ман? Мужик, алла пуртӑ илнӗ те, васкамасӑр кӑна суллӑм пӗр сыппи тепӗр сыппине таччӑн кӑкарӑнса тӑракан вырӑна пынӑ, унтан, пурттине темиҫе хут ларткаласа, Фома патне калла таврӑннӑ. Кайран вӗсем унтан пӗрле тарнӑ, халӗ ют ҫӗршывра пурӑнаҫҫӗ, ҫапла… Аллисене пиҫиххи хушшине тарӑн чиксе хунӑ. Старик килӗнченех илсе тухнӑ ҫӑкӑрне кӑларчӗ те ҫиме пуҫларӗ, хӗрӗ, ӗҫ ҫукран тенӗ пек, каҫа хирӗҫ ҫивӗтне майларӗ. Вӑл ҫӗнӗ политика тытса пыма пуҫларӗ, амнисти пачӗ, ҫавна пула нумайӑшӗ ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: пирӗн пурте, пӗтӗм Италири ҫынсен — святой атте ҫуначӗ айне тӑмалла та, ӑна пире турӑ халаласа панӑ ҫӗре илсе кайма ирӗк памалла, теҫҫӗ. Джули малтан упӑшки ҫине, унтан пуҫне чиксе куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхса тӑракан Артур ҫине пӑхса илчӗ. Ривэра кӑна пӗчченех пулнӑ. Ӑна ҫӑмӑллатас тесе стрелока эпӗ пулемет патронӗсен ывӑсӗсене кӑларса пӑрахма хушрӑм. Ҫапах та мӗн тери аван ку пӗр-пӗринпе курнӑҫса иртнисене аса илме, — терӗ Жаркий. Ӑҫтан пирӗн акӑлчансем майлӑ укҫа-тенкӗ тустарас! Вырӑсла тутӑ пулса пурӑнсан та юрӗччӗ пире, — тенӗ. Ирхине вӑл хӑйне кура ҫын пекех-ха, апат вӑхӑтне тайкаланакан пулать. Кала луччӗ кураттӑмӑрах тесе. Унӑн сӑнӗпе кӗлетки те ытти ҫынсенни пек пулман, ҫавӑнпа кашниех ӑна ахаль ҫын мар теме пултарнӑ. Йӗкӗт сак ҫинчен тӑрса пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине ҫирӗппӗн пускаларӗ те:— Урасем ҫӗнӗрен тунӑ пекех пулчӗҫ! Янкӑр тӑрӑ кантӑксем витӗр пӳлӗмри ылтӑнпа эрешленӗ япаласем курӑнаҫҫӗ. Санинпа Джемма иккӗшӗ те — пӗрремӗш хут юратнӑ, пӗрремӗш юратун мӗнпур тӗлӗнмелле япалисем ҫавӑрса илчӗҫ вӗсене. — Начар мар вӗт? Атте чӗлпӗре туртрӗ, Зинӑран пӑрӑнчӗ, хӗр ун ҫинелле хуллен куҫӗсене ҫӗклерӗ те — иккӗшӗ те малалла вӗҫтерчӗҫ… Ун ҫинче шурӑ, яка платьеччӗ, пилӗк ҫыххи хушшинче, сылтӑм енче, хӗрлӗ чечексемччӗ; ҫав чечексемех ун ҫуҫӗсенче те ӑшшӑн та хӗп-хӗрлӗн ҫиҫсе хӗмленетчӗҫ. Ҫумӑр мӗн чухлӗ вӑйлӑрах ҫӑвать, пирӗн чӗресем ҫавӑн чухлӗ хаваслӑрах пулма тивӗҫ. Вара ҫав самантрах пӗтӗмпех аса илчӗ: шурӑ пӳлӗм куҫа йӑмӑхтармалла ҫутӑлни, Василий Васильевич хаярӑн мӑкӑртатни, эмаллӗ витре ӑшне темскер таклатса ӳкни… Унӑн сассинче хӑлхана кансӗрлекен тикӗсмарлӑхсем пӗтеҫҫӗ те, ҫавна вара хӑмла ҫырли янравӗ, теҫҫӗ. Экспедици тӗрӗссипе ӑнӑҫсӑр пӗтет, анчах хӑй ҫине ҫакланнӑ тивӗҫе вӑл ырӑ кӑмӑлпа вӗҫне ҫитичченех пурӑнӑҫа кӳртет. Ӑнлантӑн-и? Казаксем вилӗ тавра тӑнӑ та ун ҫине хускалмасӑр та ним шарламасӑр пӑхаҫҫӗ. Ну, марш малалла, юртӑпа! Эпӗ сирӗн тачкӑна туртса пырӑп. Тӑвӑллӑн алӑ ҫупни янӑраса кайрӗ. Эпӗ ҫав самантра хӑрушӑ сӑнлӑччӗ пулас, мӗншӗн тесен Сен-Жером, хӑйӗн куҫӗсене ман куҫсемпе тӗл пуласран тартса, ман патӑма хӑвӑрт пычӗ те алӑран ярса тытрӗ; анчах унӑн алли перӗннине сиснӗ-сисменех эпӗ, ҫилӗ тӑвӑлса килнипе тӑна ҫухатас патнех ҫитсе, алла туртса вӗҫертрӗм те ӑна ачан мӗнпур вӑйӗпе ҫапрӑм. Хӗрлӗ кӑшкарлӑ, сӑмсасӑр тӑла картуз тӑхӑннӑ нимӗҫ, пӑшалне урисен хушшине тӑратса, сайра-хутра ҫеҫ паровоз ҫинче ӗҫлекен рабочисем ҫине пӑхкаласа, тендер хӗрринче сигар туртса ларать. Анчах Паганелӗн ыйтса пӗтмен-ха. Амӑшӗ ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ те урисем патӗнче ҫурмалла хуҫса пӑрахнӑ ялав аври выртнине курчӗ, — пӗр хуҫӑкӗ ҫинче хӗрлӗ хӑмач татӑкӗ упранса юлнӑ. Пӗр самант шӑпах пулчӗ, никам та сӑмах чӗнмерӗ. Анчах пӗрре те Чуб кӗтнӗ пек пулса тухмарӗ: хӗрсем ҫунашкасем патне чупнӑ вӑхӑтра хупахран типшӗмрех кумӗ тухрӗ. Питӗ кӑмӑлсӑр тухрӗ вӑл. Йывӑр, ҫаврӑнасшӑн мар протезсене итлеттерме пӗтӗм вӑя, ирӗке пухма, пур мускулсене хытарса тӑрӑшма тивнӗ. — Тикӗсрех!.. Кӑлӑхах кӗттерес мар терӗм… Санӑн хӑвӑн та хӑна пур-мӗн. Ну, эпӗ кайрӑм, аялта ачасем кӗтсе тӑраҫҫӗ. Павел, килсе кӗнӗ пекех, алӑкран хӑвӑрт тухса ҫухалчӗ. Картлашка тӑрӑх хӑвӑрт пусса анакан ура сасси хуллен шӑпланчӗ. Шыв катрамӗсем шхунӑран хӑвӑртрах чупаҫҫӗ, карап тепӗр хум ҫине хӑвӑрт хӑпарса каймасан, карап хӳрине шыв айне тӑвассипе хӑратаҫҫӗ. Анчах пурпӗрех чӗнмесӗр тӑтӑм, капитанпа унӑн матросӗнчен ҫапакан шӑршӑран чутах ӑнсӑр пулса ҫӗре ӳкмерӗм. — Эпӗ ун патне тарса кӗме кӗрӗшрӗм; Кам пу — ҫав атте. Капла пире телей шӑраннӑ лава хӗрнӗ чул сӑртсем, вӗресе тӑракан шыв, вулканпа мӗнпур япаласем сирпӗнсе ухакан ҫул ҫине кӑларса ывӑтрӗ пулать-и вара? — Пирӗн ҫул аван пуҫланчӗ-ха, ӳпкелешмелли ҫук. Алексей ҫине вӑл ҫутӑлса тӑракан пысӑк та кӑвак куҫӗсемпе, ҫемҫе куҫхаршисене кӑштах ҫӗклесе пӑхса тӑнӑ. Вексельсем ҫырма? — Ҫук, Тоскунова… Салтаксем каллех пӗр-пӗрин сӑмахне пӳлсех калаҫма тытӑннӑччӗ, анчах Матвей Юргин хӗвеланӑҫнелле пӑхса илчӗ те хӑй вырӑнӗнчен тӑма пуҫларӗ. Ҫӳлӗ ҫыран ҫине уксахласа хӑпартӑм эпӗ. Ҫурхи пӑтраннӑ Кама шывӗ сарӑ та хӑмӑрӑн курӑнса кайрӗ, унӑн пристанӗсемпе тем пысӑкӑш баржӑсем туртакан пӑрахучӗсем курӑнчӗҫ, ирӗк те анлӑ шыв ҫинче вӗсем кӑшкӑртни тата халӑх сасси инҫете сарӑлать… — Эпир каллех ӗлӗкхи калаҫу патне пыратпӑр, анчах пирӗн ӗҫлӗ калаҫу пулмалла. Лушка пек пурӑнӑп, юрать-и? Ку ухмахла юратӑва пула ӑсран тайӑлтӑм пуль эпӗ. Пире кашкӑрпах танлаштарма пуҫларӑн эсӗ! Малалла мӗн пулнине вӑл уҫҫӑнах астуса илеймен. — Эсир ан чӑрманӑр-ха, — пылаккӑн чӑсса калать хӗрарӑмӗ, — мӗнле эсир чӑрманма юратаканскер, чӑнах! Джим пӗтӗмпех ҫапла пулнӑ терӗ. Король ӑна калаҫма чарчӗ: — Ҫапла мар-и, суй ытларах! — терӗ. — Мана каллех ҫухаран тытса силлерӗ. — Шыва путаратӑп, — тет. Персе пӑрахмалла тӑвасси ҫинчен кам умӗнче ыйту тӑратмалла-ши? Мана ку пачах кирлӗ мар, категорически пӗлтеретӗп! Вӑл урипе тапрӗ те ҫакӑн пек хушса каларӗ:— Элек паратӑр пулсан — парӑр, сирӗн ирсӗрлӗхӳ ҫитӗ! Павел пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ. Ҫапла-и? Гекӑн куҫӗсем ҫуталса кайрӗҫ. Вӑл хупӑ та таҫтан малтан тухакан сасса илтрӗ; сасӑ ҫӗршыв хӗрринченех килсе, ҫак тӳрем вырӑн тӑрӑх кӗмсӗртетсе янӑраса кайнӑн туйӑнчӗ. «Эсир, ваше величество, ытлашши кӑмӑллӑ. Лав ҫинче, малта, пӗр пысӑк сухаллӑ вырӑс хӑяккӑн ларса пырать. Пуҫӗнче ун пӳтек ҫӑмӗнчен йӑваласа тунӑ шӗлепке, пушӑ аврине хул хушшине хӗстернӗ те вӑл, пушши вӗҫне тӗвӗлет. Вӑл хӑй умӗнче юрату ҫырӑвне ҫырнӑ хӗрарӑма курнӑ. — А! лешин патне!.. — Вӗсем тӑватӑ пин те пилӗкҫӗрӗн, — терӗ вӑл. — Эсир каҫарӑр! — тенӗ вӑл юлашкинчен. Тиечук кадилӑпа тӗтӗрет, амӑшне пуҫ таять, кулать, хӑйӗн ҫӳҫӗ хӗп-хӗрлӗ, сӑнӗ Самойловӑнни пек савӑнӑҫлӑ. Уҫланка тухса тӑнӑ выҫӑ кашкӑрсем таврана пӑхса илчӗҫ те ҫавӑнтах вӗтлӗхелле тапса сикрӗҫ. Павел ӑна хулпуҫҫипе тӗртрӗ те каллех кӑшкӑрчӗ: — Юнашар! Ирӗк ҫук санӑн ун пек пыма! — Ӑнланмалларах каласа пар, — терӗ Симурден. Чӑн та, шӑпах ҫав пӳрт ҫунать… Атту, тен, киле кайӑпӑр? — тесе хунӑ. Кӗлтунӑ хыҫҫӑн пӗчӗкҫӗ утиялпа пӗркенсе выртатӑн; чуна канлӗ, ҫутӑ тата савӑнӑҫлӑ; ӗмӗтленӳллӗ пӗр шухӑш тепринпе ылмашӑнать, — мӗнле шухӑшсем-ши вӗсем? вӗсене пӗлме ҫук, анчах таса юратупа телейлӗ пуласлӑха шаннипе тулса тӑраҫҫӗ вӗсем. Ҫапла ӗнтӗ, Заполярьенчен вӗҫсе тухса, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле ҫул тытнӑ чухне пурте йӗркеллех пулчӗ темелле. Манӑн урӑх калаҫмалли сӑмахӑм та ҫук. Хирӗҫ калани пулмарӗ. Тӗнчери паллӑ ҫынсем халӗ вӑрҫӑ шӑпине татса пама кунта пухӑнчӗҫ, ҫав вӑрҫӑра халӗ парти комитечӗн пӳлӗмӗсемпе коридорӗсенче пӑлханса та шикленсе калаҫса тӑракан ҫынсем татӑклӑ ҫӗнтерӳ турӗҫ. Пӳлӗме Игнатьева пырса кӗчӗ. Слесарь, хӑйӗн вӑрӑм аллисене ниҫта хума аптранипе, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне чӑмӑртать. Хӑмӑшпа витӗннӗ кӳлӗ хӗрринче, ҫав тери илемлӗ вырӑнта, ку ҫурт темле нӗрсӗррӗн курӑнса тӑнӑ. — Вӑл тарнӑ, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Серёжӑсен картишне пӗр сичевик чупса кӗчӗ. Вӑл хыпаланса, хӑй ҫинчен патронташне, шлемне тата винтовкине илсе пӑрахрӗ те, карта урлӑ сиксе каҫса, пахчана кӗрсе ҫухалчӗ. — Сывлӑх сунатӑп, Обанчук! Булгаков, сӗтел ҫине кӗпӗрне карттине сарса хунӑ та, ун тӑрӑх чӗрнипе йӗрсем туса, хӑйне хирӗҫ ларакан сарлака пит-куҫлӑ ҫирӗп шӑллӑ командира калать: — Эсӗ, Ермаченко юлташ, ҫакӑнта ҫапӑҫмалла тетӗн, а эпӗ ирхине чакас тесе шутлатӑп. Ах, мӗнле талант! Салтӑнмасӑрах выртрӗ те, пуҫӗ минтер ҫине перӗнсенех, ҫывӑрса кайрӗ. — Ыран ирхине уҫӑлса ҫӳреме каяр-ха, — терӗ вӑл ӑна: — эпӗ сирӗнтен хир курӑкӗсен латинла ячӗсене, вӗсен йӗркисене ыйтса пӗлес тетӗп. Канавсем кӑна мар. Кӑтӑкланӑ е ыраттарнӑ чухнехи пек, унӑн кулакан пичӗ йӑлтах пӗркеленсе ларчӗ. Софья Ивановнӑпа Варенька ман валли ӗлӗк хам тупасшӑн пулнӑ кӗнекесене Дмитрирен парса янӑ, хӑйсем патне пыма сӗннӗ; анчах шӑпах ҫавнашкал хисеп тунине ӗнтӗ ытла та пысӑк намӑс курнӑ ҫынна кӳрентермелле хӗрхенни вырӑнне хутӑм. — Комиссар пулса кайрӑн! — Маришка упӑшкин шӑлаварне тӑхӑнса лӑстӑртаттарса ҫӳрени нумай пулать-и-ха? — Сӑнне-питне епле мӑнтӑрлатса янӑ. Ун айӗнче питех те пысӑк, кӗрнеклӗ, кастарнӑ тур ӑйӑрччӗ, йӑлтах тӗттӗм улма-чӑпарпа витӗннӗскер тата тӑват ури те чӗркуҫ таран сакӑлскер. Акӑ вӗсем аялта пӗчӗк кӳлепене уйӑрса илчӗҫ. Кӑна тӗрӗслемелле пулать. Тинех амӑшӗ ӑна силлеме пӑрахать. — Шурочка, «тупӑшакан» сӑмаха нимӗҫле мӗнле куҫараҫҫӗ? — ыйтрӗ Николаев, пуҫне кӗнеке ҫинчен ҫӗклесе. Йӗкӗтсем ун хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех чупнӑ, анчах, тарӑхса пӗтсе, мӑнаҫлӑ хӗре пӗрин хыҫҫӑн тепри пӑрахса кайнӑ. Ҫынсем пурте тенӗ пекех ӑна итлесшӗн пулчӗҫ, аукционист та ҫӑварне карчӗ те мӑлатукне ҫӗклесе итлеме хатӗрленсе тӑчӗ. — Мӗн юрласа пачӗ-ха вӑл, ас тӑваймастӑр-и? Кашниех кӑшт пуҫне ҫӗклесе е хӑлхине ҫӗр ҫумне тытса, тимлӗн итлеме тӑрӑшрӗ. Эпӗ пӗлетӗп, эсир калас ҫук. Варя йӑлт хӗрелсе кайнӑ, президиумра ларать те аллине кӑранташ тытнӑ, сӑмси ҫинех анакан ҫӳҫ пайӑркине пӗрмай хӑлхи хыҫнелле тӳрлетсе ярать. Абрексем ку енне лашасемпе каҫас пулсан, ухмахсем пулнӑ пулӗччӗҫ. — Пӗлетӗп сире, — Мак-Набс! — тесе ячӗ Гленарван. — Кашни ҫын пуҫне ҫухатма пултарнӑ вӑхӑтра та эсир ҫухалса каймастӑр! Горизонтра пӗр татӑк пӗлӗт те курӑнмасть. Аслӑ ҫар пуҫӗсем хӑйсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса хӑтланмарӗҫ, — ҫапӑҫасси вӑл вӗт-шакӑрсене ытларах килӗшет, — вӗсем тӗмеске ҫинче юнашар ларса, хӑйсен адъютанчӗҫем урлӑ приказ парса, ҫапӑҫу ӗҫне ертсе ҫеҫ пычӗҫ. Кайма ҫывӑхрах пулни енчен шутласан, чи малтан кӗмелли ҫурт — Сивцев Вражкинче пурӑнакан Валахинӑсен ҫурчӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем хутшӑнса пычӗҫ. Унтан, чӳречесене… Корвет ҫинче ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ. Часах вӑл институтран кайса ҫухалчӗ, анчах пӗр вунпилӗк ҫултан эпӗ ӑна Крымра тӗл пултӑм, унта вӑл гимназири учительница пулнӑччӗ, туберкулёзпа аптӑранӑччӗ, пӗтӗм тӗнче ҫинчен пурӑнӑҫ кӳрентернӗ ҫыннӑн нимӗне хӗрхенмен хаярлӑхӗпе калаҫатчӗ. — Ҫивӗчленнӗ пек-им? — хирӗҫ ыйтнӑ Фома, хреснашшӗ хӑйӗнпе ҫакан пек калаҫнӑран савӑнса. — Ҫук, вӑл манӑн тӑван мар, майор, анчах ҫав чапа илме эпӗ чӑнах та тивӗҫлӗ! — Никам та сан ҫине аҫа йытта вӗскӗртмен, шухӑшласа кӑларатӑн та вара! Кукамай кулкаласа каларӗ: — Йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пулӗ вӑл туррине! Мӗнпур вӑйне пухса, вӑл тарма тапратрӗ. Чупать те чупать. Ҫырӑва уҫрӑм та ак ҫак йӗркесене вуласа тухрӑм: Юратнӑ Петр Андреич, ҫак ачаран хайхи ӗнер ху выляса янӑ ҫӗр тенке пожалуйста парса яр. Фокина ялӗнчи хуралҫӑ манпа туслашрӗ те пӗрмаях тӗлӗнетчӗ. — Тӗрӗс мар, пӗрре те тӗрӗс мар вара! Эпӗ унӑн «Лебедин» тесе ҫырӑ ятне асӑрхарӑм, астӑватӑп-ха, ҫак чипер ята парасси ҫурҫӗр тинӗсӗсенче йӑлана кӗнӗ ят пулӗ ӗнтӗ тесе шухӑшларӑм. — Кам унта? — тесе ыйтнӑ тупӑкҫӑ. Хӑлхисем лӑплантарчӗҫ ӑна, анчах темле шӑрша туйни хӑрушлӑх пуррине систерчӗ. Тепӗр кун, августӑн 27-мӗшӗ, пирӗн ҫӗр айӗнчи ҫулҫӳревшӗн калама ҫук паллӑ вырӑн йышӑнса тӑчӗ. Чӗтрекен алӑпа вӑл ҫурта ҫутса яратчӗ. — Грот-бромсӗлне яр, сарлакараххӑн! Мартини Джемма ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ. Оркестр калама пуҫларӗ. Эпӗ ҫак ҫӗршывра пурӑнакан ҫынсенчен тӗпчесе пӗлтӗм, тӑпрасене тишкерсе пӑхрӑм, ҫавӑнпа та Аксель сана тӳрех калама пултаратӑп: вулкан сирпӗнсе тухассине халӗ кӗтмелли те ҫук. Огнянов ҫурҫӗрелле пӑрӑнчӗ. Гуигнгнмсем малти урипе эпир алӑпа ӗҫленӗ пекех ӗҫлеҫҫӗ. Ӗҫлессе вӗсем ҫав тери ҫаврӑнӑҫуллӑ та тӗлӗнмелле хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ, малтан эпӗ вӗсем ҫапла ӗҫлеме пултарасса пӗрре те шанманччӗ. — Акӑ мӗн-ха… Анне мана ун патне ячӗ. Питех те аван мар факт ҫав… — Йӑмӑкӑмран сана ҫав тери пысӑк салам, — терӗм эпӗ. Пулӑшас-и? — тесе ыйтрӗ. Андрей Озеров капитана тӑруках палласа илеймерӗ. Ку тарана ҫитсе ытти художниксем асӑрхайман йӗрсене ӳкернине чухласа илсен, унӑн чӗри хавассӑн тапма пикенчӗ. Ыттисем вара, тӗреклӗреххисем, вилӗсене пытарма тата вӗсемпе сывпуллашма тытӑнчӗҫ. Апла эппин… Кӳрентертӗн пире эсӗ, ҫук, пире ҫеҫ мар, пӗтӗм шкула кӳрентертӗн теме пулать. Давыдов ҫӗҫҫӗн телейлӗ хуҫине чӗнсе илчӗ те:— Хӑв теттӳне ӑҫтан тупнӑ эсӗ, Федот Демидович? Капица акӑ мӗншӗн килчӗ; унӑн ывӑлӗсем пурте пӗтрӗҫ, хӑй вара кивӗ йӑвара юласшӑн пулмарӗ. Тата Королева Марго? Ҫӳлӗскер, вӑрӑм ҫивӗтлӗскер. Ҫак кун, мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех, эпир Любӑпа иксӗмӗр темшӗн уйрӑмах хаваслӑ пултӑмӑр, ҫавӑн пек чухне кашни ансат япала, кашни сӑмах, кашни хускану култарать. Кайӑпӑр каялла Льгова. Кунсӑр пуҫне тата ҫырура ҫав Вера питех те лайӑх юлташ пулни ҫинчен, вӑл ӑна, Кукушкина, ҫак йывӑр самантсенче питех те пулӑшни ҫинчен каланӑ. Питӗ пултаруллӑ халӑх! Ҫывхарсах-ҫывхарсах килнӗ юнлӑ парнен аслӑ та вӑрттӑнлӑхлӑ минучӗ. — Эпӗ унпа ҫӳрекелеттӗм ҫуркуннепе. — Хӗрарӑмсем! — йӗри-тавралла сиввӗн пӑхса илсе команда пачӗ Макариха. Швабринпа старшинасем ун хыҫӗнчен кайрӗҫ. Анчах ҫаксем пирки пӗтӗмпех халӑх сӳпӗлтетет! — Ҫав сӑхӑмсене эсӗ мӗншӗн тӳрех виҫҫӗмӗш бригадӑна леҫмен вара, вӗсене хуҫисем утӑ ҫулмалли машинӑсенчен тӑварса каясса кӗтнӗ? Кашни ялта тенӗ пекех, ниҫта тапранмасӑр, нимӗҫсен чаҫӗсем тӑраҫҫӗ. Пӗрремӗш пайӗн вӗҫӗ. — О-о, ҫӳлти турӑ! — шӑппӑн кӑшкӑрса ячӗ Уэлдон миссис. Вилме каякан ҫыннӑн кутӑнланма тивӗҫ пур. Унӑн чарусӑр чӗрине — тӳлек аҫа-ҫиҫӗм тейӗн — инҫетри-инҫетри сасӑ касса ҫурчӗ, Ҫӗр ҫинчи мар чӗлхепе — хурлӑхлӑн, темиҫе хутчен: — Ӑҫта эсӗ, ӑҫта эсӗ, ӑҫта эсӗ? Мӗн тунӑ-ха вӗсем, пирӗн тӳресем? Мӗнпе пурнӑҫа илемлетнӗ? Унта та кунта ирхи командӑсем илтӗннӗ: — Тапратса яр! Музыкҫӑсем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, шакӑртмасене хытӑ шанкӑртаттараҫҫӗ, янравлӑ параппансене пӑнтӑртаттараҫҫӗ, вӗҫне ҫаврашка каучук кӗртсе лартнӑ вӑрӑм патаксемпе хӑйсен «маримбисене» тӳнкӗртеттереҫҫӗ. Маримбасем — тимпансем — тӗрлӗ пысӑкӑш темиҫе кавӑн хуппинчен тунӑ музыка инструменчӗсем. Ҫак сассем, пурте пӗрле пухӑнса, хӑлхана питӗрекен шав пулса тӑраҫҫӗ, ӑна африканец хӑлхи ҫеҫ чӑтма пултарать. Темиҫе эрне иртнӗ… Одинцовӑн сасси унӑн хӑлхинче янӑрасах тӑчӗ, унӑн платьин хутламӗсем те ыттисеннинчен уйрӑмрах, тӳрӗреххӗн те анлӑраххӑн выртнӑн туйӑнаҫҫӗ, хусканӑвӗсем те уйрӑмах йӗркеллӗ те ҫавӑн пек пулма тивӗҫлӗн курӑнаҫҫӗ. Эпӗ тата ытларах вӑтантӑм; ҫапах ун ҫине пуҫ ҫӗклесе пӑхрӑм. Вӑл кӑштах малалла ӳпӗнсе чупнӑ, чӑмӑртаннӑ аллисене нӑкӑ кӑкӑрӗ ҫумне тытса, пӗр япала ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ: «Чупса илсе килетӗп ӑна валли пиншак… Эпӗ хӑвӑрт чупса килӗп, ӑна юрӑп, вӑл вара хуть пӗр хутчен те пулин ман ҫине ачашшӑн пӑхса илӗ, тен тав тӑвӗ, «Спаҫҫибӑ, Варя!» тейӗ. Сӑн-пит те, ҫи-пуҫ та сирӗн кашниннех халӗ йӗркеллӗ. Нимӗн шикленмесӗр пӗр-пӗр аякри кӗпӗрнене ҫитсе, унта этеме тивӗҫлӗ ӗҫпе тата тулӑх пурӑнӑҫпа пурӑнма пултаратӑр. Вӑл мӗнле шухӑш пулнине, авалхи романистсем калашле, вулакан ҫитес сыпӑка вуласа пӗлӗ. Негоро ӳтне тинӗсе ывӑтнӑ пулсан, ҫак нушасем пӗри те пулмастчӗҫ! — Ку ҫӑмӑлах мар. Гусев тӑрса ларасшӑн, унӑн пуҫӗ сулланать. Лось ӑна аллисемпе йӑтса ҫӗклерӗ, — Гусев ҫулталӑкри ачаран йывӑртарах мар тейӗн. Юрать. — Паллах, пур ҫӗрте те чикмен, Гек. Том ун хыҫҫӑн килне ҫитичченех хӑваласа чупрӗ, ҫапла вара вӑл хӑйӗн тӑшманӗ ӑҫта пурӑннине пӗлчӗ. Дубков мӗн пирки те пулин чӑкӑлташма пуҫласан, яланах тенӗ пек хӗрсе кайса: «Au banquet de la vie, infortuné convive…» текен сӑвва е «Демон» сыпӑкӗсене калатчӗ, вӗсем темиҫе сехет хушши тӑтӑшшӑн савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа пули-пулми сӑмахсем палкатчӗҫ. — Акӑ япала! — терӗ пулас архиерей мӑшкӑласа, негр пуҫӗ пек кӑтра пуҫлӑ, хулӑм туталлӑ, шултӑра шӑллӑ ҫын. Ытти ҫынсемпе-и? — Парӑр-ха мана ман лорнеткӑна, — терӗ сасартӑк Марья Николаевна. Ҫавӑнтанпа — юмӑҫ карчӑк вӗрсе сурчӗ тейӗн! Хӑвна кӑтартатех. Эпӗ ҫавӑнтах хӳме урлӑ сиксе каҫрӑм та ун патне чупса пытӑм; анчах вӑл мана чарӑнса тӑма куҫӗпе хушрӗ, хӑйӗнчен икӗ утӑмран иртекен сукмак ҫинелле кӑтартрӗ. Павел алӑка хупрӗ. Маншӑн хам малашне мӗнле пурӑнасси паллӑ марччӗ. Питӗ ҫине тӑраҫҫӗ. Е вӑл сирӗн пӗтӗмпех тарпа пӗрле сӑрхӑнса тухрӗ-и?! Ҫав вӑхӑтра кукамай пӳлӗмӗн алӑкне шалтлаттарса хупни, пусма тӑрӑх хӑпаракан Гаша мӑкӑртатни илтӗнчӗ. — Хӗрсем! Капитан, сквайр тата эпӗ каютӑра лартӑмӑр та, малашне мӗн тӑвасси ҫинчен канашларӑмӑр. Ӑҫтан тупнӑ вара эсӗ ку кӗнекене? — терӗ. Ман хыҫҫӑн Таня Величко тухса каларӗ, анчах эпӗ ӑна итлемерӗм, мӗншӗн тесен Николай Антоныч ҫитрӗ. Каламалли те ҫук, сехре хӑппи куртӑмӑр! «Ниепле те ҫук, сирӗн благороди, юлашки вуниккӗшне ӗнер ӗҫсе яма кӑмӑл тусаттӑр», — пач шӳтсӗр, чӑн-чӑннипех тавӑратчӗ Бузескул ҫакна хирӗҫ. Анчах чи малтанах ӑҫта илсе каймалла? Хальхинче пӳлӗме хӗрарӑмсем те Давыдовпа пӗрлех кӗчӗҫ. Отделенире халь, Умрихинсӑр пуҫне, пурте тенӗ пек, ҫӗнӗ ҫынсем, пополнени шучӗпе килнӗскерсем. — Ну, ку шайка мӗн ӗҫпе пурӑнма шутлать-ха? — тесе ыйтрӗ Бен Роджерс. Вӑл хӑйне хӑй: чипер, ҫӑмӑл ҫын тата джигит евӗрлӗ, тесе шутларӗ; анчах ку вӑл тӗрӗс пулман. Марсиансем ӑна пекӗшӗн, хуҫӑк кӑранташшӑн, тӗлӗнмелле тиверткӗчшӗн (пӑшал патронӗнчен тунӑ) ылтӑн япаласем параҫҫӗ. Гусев пуринпе те туслашрӗ. — Йыттине эпир кӑлӑхах хуҫисемпе пӗрле чикмерӗмӗр, — терӗ мелник. Анчах ун патне пырсан, унӑн ҫивӗч куҫӗсене, пӗчӗк кӗлеткийӗ кушакла авӑнкаланине тата ҫав яланах праҫник чухнехи пек йӑлкӑшакан сӑнӗ-питне курсан, — хӗрхенессипе хӑрасси тӗтӗм пекех сирӗлсе каять. — Хӑтӑлаймастӑн!..» — Ҫук! Вӑл ҫаксемпе пӗрле пулнӑ пирки ҫеҫ эсӗ чӗрӗ юлтӑн ӗнтӗ, атту пулсан… Ку туйӑм намӑс туйӑмне ҫӑтса янӑ, намӑс вырӑнне урӑх туйӑм — ҫав ҫурхи каҫӑн сӗмлӗхне пӗр-пӗччен тухса утнӑ хӗрарӑма шеллени килсе тухнӑ. — Ну мӗнле, каятпӑр-и? Иртнӗ кунсенче вӑл кӑштах улшӑннӑ пек туйӑнчӗ мана: пит-куҫӗнче темле йытӑланнӑ сӑн-сӑпат пур пек, питҫӑмартисем усӑннӑ, мӑйӗ ҫухи хушшинчен хӑмпӑлчӑланса тӑрать. «Мӗнле, пансем?», кӑшкӑрчӗ атаман Тарас, юланутпа пуринчен малтан иртсе: «пур-и тата тар йӗнӗсенче? тӗреклӗ-и-ха казаксен вӑйӗ? авӑнмаҫҫӗ-и козаксем?» Паян — Макара, ыран — мана е Разметнова. Кӗҫех суда паратчӗ. Кирек мӗн пулсан та, ку вӑл килте тунӑ, тӑнран та кӑларма пултаракан чӑн-чӑн старккахчӗ, тусса кайнӑ магнат нӳхрепӗн мӑнаҫлӑхӗ. Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр вӑл пӗтӗм парӑссене ҫӗклеме хушрӗ. Эсӗ, авӑ, пуринчен малтан хӑвӑн хуторунтан кулаксене кӑларса сирпӗтме ӑс ҫитернӗ, вӗсене килӗсенчен кӑларса янӑ, пире ҫав тери пысӑк йывӑрлӑх умне илсе пырса тӑратрӑн. Унчченхи пурнӑҫ мана ытларах килӗшетчӗ, анчах ҫӗннине те хӑнӑхатӑп ӗнтӗ — килӗшсех пырать вӑл мана. Пыратӑн та ларса ҫапла, ҫул хӗрринче малта сасартӑк манаха аса илтерекен мӗлке куратӑн, вӑл хускалмасть, кӗтет, аллине темскер тытнӑ… Берсенев хӑй хваттерне куҫса кайрӗ, анчах вӑл хӑйӗн вӑйсӑрланса юлнӑ юлташӗ патне кашни кунах кӗркелесе тухрӗ, унчченхи пекех, кашни кунах унӑн сывлӑхӗ ҫинчен Еленӑна пӗлтерсе тӑчӗ. Ҫакӑ Мария Гавриловнашӑн ниҫтан ӑс тупса ӑнланма ҫук япала пулнӑ. Унӑн вӑтанма кирлӗ мар. Вӑл унттӑсене тӑхӑнкаларӗ те чунне хытарсах упа кӳлепи ҫинчен тӑчӗ, — шӑлне шатӑртаттарса ҫыртса пӗр утӑм турӗ. Пурте темрен хӑранӑ пек, пӗр-пӗрне хурлӑх тӑвассипе юнанӑ пек, пӗрисем хӑранине теприсем тата ытларах вӑйлатнӑ пек туйӑннӑ, ҫынсем хӑйсем тӑвакан ӗҫсенчен, хӑйсен шухӑшӗсемпе сӑмахӗсенчен хӑраҫҫӗ, тесе шутлама та пулнӑ. Чӑтрӑм-чӑтрӑм эпӗ, тек чӑтма шутламастӑп, эсӗ чӗлхӳне ытлашши ан яр! Пӗррехинче, ҫуркуннехи ҫутӑ ирхине, кантӑкран кӗнӗ хӗвел пайӑрки чирлӗ ҫыннӑн минтерӗ ҫине ӳкрӗ. Ача пурнӑҫӗнчи малтанхи ҫулсенчех Макҫӑм, унӑн чун-чӗре аталанӑвне пӗтӗмӗшпех хай аллине илнӗ, ҫав аталану, тӳрремӗнех вӑл тӑрӑшнипе пулса пымасан та, ачара мӗн кӑна ҫӗнни палӑрать, ҫав пурте Макҫӑм асӑрхаса пӑхса тӑнипе аталанмалла тесе шухӑшланӑ. Хут татӑкӗ тытса, Джемма темиҫе минут хушши ним хускалмасӑр тӑчӗ. Унтан уҫӑ чӳрече умне пырса ларчӗ. — Вӗлернӗ. Пирӗнне пӗрре, вӗсенне те пӗрре. Юлашки сӑмахне каланӑ хушӑра вӑл стаканне тытса сӑхсӑхрӗ те эрехе пӗр сывламасӑр янклаттарчӗ. Петр ӑна пуҫ тайрӗ. — Чӑн тӗне ӗненекен ҫынсене астарса илӗртекен шуйттан аллинчен тухман пулсан, ӑҫтан килсе тухтӑр ҫавӑн чухлӗ пуянлӑх? Ҫапла калаҫнӑ вӑрӑм зал тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрекен Жан Лермит. — Уншӑн мар. Унтан вӑл ҫав тери хытӑ кӗҫенсе ячӗ те, эпӗ вара вӑл хӑй чӗлхипе калаҫмасть-ши, тесе шутларӑм. Хӗвел те пӗр-ик хутчен пӑхкаласа илчӗ. Судье хӑй те иккӗленме пуҫланӑ пек туйӑнчӗ. Пӗррехинче, каҫ пулас умӗн, сывалса тӑнӑ хыҫҫӑн пуҫламӑш хут фортепиано умне ларсан, Петр яланхи пекех пуҫа мӗн килнӗ ҫавна ӗнерме пуҫларӗ. — Террор революцие мӑшкӑл тӑвасран хӑратӑп эпӗ, — терӗ Говэн, сӑмахне малалла тӑсса. Манӑн вӑраха ямалла пулман. Пӗтерсех хурасшӑн-мӗн!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, нимӗн тума пӗлмесӗрех сӗтел патнелле утнӑ май. Сӑмах хӑҫан хушмаллине е нимӗн чӗнмелле маррине тепле майпа туйса тӑраттӑмччӗ пулас эпӗ. Вунсакӑр уйӑх — каласа парайми асапсем. Чӳречесене шаккани илтӗнчӗ. Вӑл шӑплӑхра сивӗнсех пыракан мотор хуллен ҫатӑртатни те, тӑнлавсенче юн тапни те, ҫӳлтен хӑвӑрт аннипе хӑлхасенче сывлӑш шавлани те илтӗнет. Эпӗ кӑшт ҫӗклентӗм те стена ҫинчи хушӑк витӗр пӑхрӑм. Петя Уралец ахлатса чупса пычӗ: — Амантрӗ-и? — ыйтрӗ вӑл. Ҫапах та эпӗ нимӗне пӑхмасӑр лашана пӗрмай хӑвалатӑп. — Лайӑх ҫынна пурӑнма йывӑр, вилме — ҫӑмӑл. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ача пуласшӑн тӑрӑшнӑччӗ, анчах вӗсем пулӑшасшӑн пулмарӗҫ. Ку хутра та вӑл хӑйӗн ырӑ мар йӑлине пӑрахмарӗ — пирусне икӗ хут ҫине-ҫинех ӗмсе илсе, кӑмӑллӑн та хӗпӗртенӗ пек ҫапла каларӗ: — Мӗнле лайӑх сан сассу, Игнатьевна кинемей! Вӗсем патне, Томӑнни пекех, вӗсен чирӗ таврӑннӑ. Анчах хӗвеллӗ хули хӑй те, Хӗвелӗпе пӗрле, чикӗсӗр сарӑлса выртакан уҫлӑхра питӗ хӑвӑрт вӗҫсе ҫӳрет. Малалла та ҫавӑн пек калаҫас тетӗр пулсан, эсир ӗлӗкхи пек ахаль калаҫма манса каясран хӑратӑп эпӗ. Кӑнтӑрлахи апатранах ҫӳретӗп, хӑть кӑравул кӑшкӑр. — Кам унта? — кӑшкӑрса ыйтнӑ Соломон. Эпир Базаров господинпа кӑштах харкашса илтӗмӗр те, манӑн уншӑн кӑштах тӳсмелле пулчӗ. — Ӗҫетӗп, — хавасланнӑ пекех ответ пачӗ асли. Вӑл урайӗнчен тӑчӗ те, тулхӑра-тулхӑра, хӑйӗн кӗлеткине пӑрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ. Дикарьсем Мату-Аро утравне французсенчен темиҫе хутчен те туртса илме пикеннӗ, анчах пултарайман. Ман ҫумра тӑракан Швабрин тӑшмансем ҫине тинкерсе пӑхать. — Эпӗ тӗлӗкре йынӑшнине илтнӗ вӗт эсӗ, — ӑнлантарчӗ вӑл, — Докторсем те манпа мӗн тумаллине пӗлмеҫҫӗ, нимӗн те калаймаҫҫӗ вӗсем. Ывӑннӑ пулсан та паттӑрлӑха ҫухатман ҫулҫӳревҫӗсем январӗн 23-мӗшӗнче ирпе татах ҫула тапранчӗҫ. Унтан, пуҫне каҫӑртса чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталаса илчӗ те вӑрҫма чарӑнчӗ. Вӑл тӗрленӗ ҫухаллӑ таса шур кӗпе, шурӑ шӑлавар тата ҫӗнӗ атӑ тӑхӑннӑ, ҫавӑнпа та, лавҫӑсемпе танлаштарсан, шукӑль пек туйӑнать. Эпӗ суятӑп пулсан, мировой татса парӗ эппин. Ҫав вӑхӑтра пирӗн пата Любочка пырса тӑчӗ. Сигналсем Марсран кӑна килееҫҫӗ. Ӑна, пирӗн 0,99 хӗрарӑмсем пекех, нимӗнле йӗвен те тӑхӑнтартманччӗ. Оленин тепӗр ирхине хуҫисемпе курнӑҫрӗ, никам та нимӗн те пӗлмест. Эпир хуларан пӗр лига яхӑн вырӑнта чарӑнса якорь ятӑмӑр та лоцман яма ыйтрӑмӑр. — Эпӗ Клюбер г-нӑн арӑмӗ пуласшӑн мар терӗ-и сире анне? Манран та нумай асап тӳссе ирттернӗ пуль ҫак ватӑ хӗрарӑм, хӑй пӗрмай мана йӑпатать. Унтан, урине Тюфяевӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине пусса, йӗнер ҫине сиксе хӑпаратчӗ, лаши вара мӑнкӑмӑллӑн ташласа дамбӑпа уттаратчӗ; дама йӗнерӗ ҫумне ҫыпӑҫӑнса ларнӑ пекех ун ҫумне тӗреклӗн ларса пыратчӗ. Тимофея паллакансем пыма пултараҫҫӗ. Уэлдон миссис лӑпланчӗ те урӑх ыйту тавраш памарӗ. Пӗлетӗр-и? Ав епле хӑратса пӑрахнӑ эс вӗсене. — Вӑл хӑй ытти чӑлахсенчен ытларах мӑшкӑлласа кулнӑ пулмалла. Паян ӗнтӗ вӑл мана савма пӑрахнӑ пек те туйӑна пуҫларӗ… Ку ҫынсем чура сутуҫисем мар, Европӑна слон шӑмми илсе каякан тӳрӗ кӑмӑллӑ португал купцисем пулчӗҫ. — Пит аван, — пӗр шӳт тумасӑр ответлерӗ Озеров. — Ну-с, — тет Зеб малалла тӳсме пултараймасӑр, — суда кӗттерсе тӑни лайӑх мар. Ачасенчен ыйтӑр-ха, пӑсӑлман хӗртен ыйтӑр-ха. Айртон ӗненмелле сасӑпа калаҫать. Никам ҫине те мар, пурте Паганель ҫине ыйтуллӑ куҫӗсемпе пӑхрӗҫ, вӑл унӑн сӑмахӗсене ҫирӗплетсе пуҫне сулчӗ. Чирлӗ-им? — Пур енчен те! — кӗтмен-туман ҫӗртенех хыттӑнрах ответлерӗ Костя. Ме-ха, тумтирне каялла ил, укҫуна та ил, тӑватӑ тенкӗ, пӗр тенки — мана пултӑр вӗрентнӗшӗн… Ӑҫта кайса кӗрӗпӗр-ха эпир аманнисемпе те чирлисемпе? Ҫапла килсе тухать те вӑт, пурин те аллисем кӗҫтеҫҫӗ пулсан та, шухӑшӗ пӗрре пулма тивӗҫ — хуллен, сунарҫӑ пек утмалла. Эсӗ ху та ӗмӗтсӗр-и? Ҫӗр ҫинче мӗн пурри — пурте вырӑнлӑ, тенине вуланӑ вӑл… Каялла каяр. — Ку ытла та кулӑшла вӗт, — терӗм эпӗ хама-хам, — ку ӑссӑр япала. Вут паҫӑрхи пек ҫунмасть ӗнтӗ. Вӗсене виҫӗ пая уйӑрма пулать. Эсир, мӗн, эп сирӗншӗн пӑшӑрханмастӑп, тетӗр-и? Чун ыратмасть-и? Ҫакна амӑшӗ пӗлет. Ҫакӑн пек пирӗшти савса тӑнине тивӗҫейместӗп эпӗ… Ла-Вьевиль вара инкек-синкекре те хӑйсене хаваслӑ тытма пултаракан ҫынсен шутне кӗрет. Полтинник пачӗ те сиввӗн ӑс парса каларӗ: — Асту ӗнтӗ, арӑма е аннене лӑпӑртатса ан пар — шавлама тытӑнӗҫ! Халь кӑна вӑл ҫак телейсӗр чунсене, Огнянов хӑй те тата унӑн юлташӗсем тӗртсе янӑ пушарта вӗтӗнсе ҫуннӑ ҫынсене хӑпартлантарса тӑратчӗ-ха, чӑтса ирттерме ӳкӗтлерӗ вӗсене, хӑй вара йӑлтах путланса пӗтрӗ. — Ҫук… Юрамасть халӗ, — терӗ Марья Николаевна, унтан кулса ячӗ. Мӗнле майпа, Кӑнтӑр Америка ҫыранне тухас тенӗскер, эсир юлашкинчен Анголӑна ҫитсе ӳкрӗр? Ҫакӑн пек чух вара Фомана — ҫак этемӗн хӑйне юратни, хӑйӗнче тӗреклӗн лараканни, хӑйне ертсе пыраканни нимӗн чухлӗ те ҫук пек туйӑннӑ. Санин ҫавӑн пекех ҫакна та: Полозов лакейне Франкфурта хӑй япалисене илме янине, — епле намӑс! — хӑй хӑранине, хӑй пӗр япала ҫинчен ҫеҫ: хӑвӑртрах Парижа, Парижа каясси ҫинчен шутланине, Марья Николаевна хушнипе хӑй Ипполит Сидорыча йӑпӑлтатса ун ҫумне йӑпшӑннине… Дöнгофпа кӑмӑллӑн калаҫнине тата ун пӳрни ҫинче те Марья Николаевна хӑйне панӑ тимӗр ҫӗрӗ пек ҫӗрех асӑрханине асаилчӗ. — Пӗр боец. — Халӑх хускалма тапратрӗ, йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, Осип Михайлович вара, хӑйӗн юлашки секунчӗсем ҫывхарсах ҫитнине пӗлсе, тата ытларах хыпаланма пуҫларӗ: — Вилес умӗн пит инҫетри курӑнать, хӗрарӑмсем!.. Карачӑмран пӗр хӑлаҫ аякра, виҫкӗтеслӗ питлӗ тата китаецӑнни пек хӗсӗк те пӗчӗк куҫлӑ, ҫамрӑк, курпун мужик — Любим платник мӑй таран шывра тӑрать. — Ӑҫта, Генри, ӑҫта? Картонран тунӑ ҫынна хӑтармаллах. Суд председателӗ Мигунов подполковник». — Эсӗ гризеткӑсене курман пулас, — астутарчӗ ӑна атте. Хӑш-пӗр чух пач нимӗн те тумаҫҫӗ. Хӗвел анать ӗнтӗ. Тимӗр йывӑҫсен тӑрринче, хура туратсен хушшинче, хӗвелӗн ылттӑн ҫути ҫиҫе пуҫларӗ; пӑртакран ҫав ҫутӑ шупкалчӗ те сӳнсе ларчӗ. Акӑ вӑл шуса кайрӗ те чул мӑкӑрӑлчӑкран ярса тытрӗ, пуҫне ҫӗклерӗ. Ку ӗнтӗ вӗсен алӑкӗ маншӑн ӗмӗрлӗхех хупӑннине пӗлтерет, тесе шухӑшларӑм эпӗ… Эпӗ кирек ӑҫта та хама валли ҫӑкӑр шыраса тупма пултаратӑп. Корытов, сӑн-сӑпатне пӗлтерӗшлӗн кӑтартас тесе, куҫӗсемпе тимлӗн пӑхрӗ те хӑй кресли ҫине ларчӗ. — Аван, — терӗ вӑл, — халӗ пирӗн черет. — Ну, ку ман ӗҫ, мсье, манӑн тискер кайӑкӑм. Корчагинсен ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, вӑл сыхланса кантӑк раминчен шаккарӗ; шалтан хирӗҫ чӗнменнине пула, ҫын иккӗмӗш хут тата хытӑрах, пикенерех шаккать. Пӳлӗмре тӗлӗнмелле ҫурма ҫутӑ тӑрать. Ун умӗнче аллине туртса ҫыхнӑ Саломыга тӑрать. Вӑл епле хӗпӗртени курӑнсах тӑратчӗ-ха. — Есть хытӑрах ҫунтармалла! — хӗпӗртесе кайрӗ Болотин. — Хӑйпе кам калаҫнине вӑл тепӗр хут та ыйтса пӗлчӗ. Йӑнӑш илтнӗ пек туйӑнчӗ пуль ӑна. — Курсам, кукамай, вӗлтрен тӑррисем каллех ман ҫумма ҫыпӑҫрӗҫ, — хыттӑн кулса, хавассӑн каларӗ вӑл, — пӑхсам, мӗнле кулӑшла… Ҫывӑрма ӑна арча ҫине вырттарчӗҫ, ҫӗрле, хырӑм выҫсан, коридора тухса чӳрече янаххи ҫинчен турилккепе витнӗ чӑх какайне илсе ҫиме каларӗҫ. Вӑрман уҫӑ ҫилӗ ешӗл ҫулҫӑпа ачашланса вылять, таса ту сывлӑшне, кӗрленкӗсен ӗмӗрхи шавне ҫакӑнта илсе ҫитерет. Ун пек япалана киле ан илсе килнӗ пултӑр. Картла вылянӑ чух Дронов почтмейстерпе, чирлӗ, анчах йӗкӗлтеме юратакан, хулара пур ҫынсем те хӑраса пурӑннӑ старикпе харкашса кайсан, Маврин ӑна:— Ӳстерсе каламастӑп, анчах эсир — ватӑ ухмах! — тенӗ. Кукаҫей нимӗн те чӗнмерӗ, кукамай кӑшт тӑхтаса тӑчӗ те, кулса каларӗ: — Ку хут ҫӗр тенкӗ тӑрать! — терӗ. Эпӗ унпа пӗрле пурӑнма пултараймастӑп, вӑл мана темле майпа та хур тӑвасшӑн тӑрӑшать, хӑйӗн умӗнче чӗркуҫленсе тӑма хушать, мана ҫаптарма шутлать. Корчагин пакета уҫрӗ. Берездов райкомолне. Халех ӑна кунта илсе килеҫҫӗ. — Егор патне эпӗ те пыратӑп… Ҫавӑнтанпа вара нумайччен вӗсем мана:— Эй, тӗрӗссипе каласан! Кил-ха, ача хыҫҫӑн урая шӑлса типӗт, тӗрӗссипе каласан… — тесе чӗнетчӗҫ. Вӑл ун патне чупса ҫитрӗ те ҫав лутра ҫивитти айне кӗрсе тӑчӗ. Астӑватӑп-ха, мана ҫав самантрах, ҫавӑнтах — пӳлӗмрен тухиччен — хурлӑхлӑ-хурлӑхлӑ туйӑнса кайрӗ, манӑн йӗрес килчӗ. Ку хутӗнче унӑн ӑраснах чакас килмерӗ, ҫавӑнпа та ҫак каҫхине вӑл полк ҫине нихҫанхинчен ытларах шанчӗ, темле пулсан та, хальхинче эпир нимӗҫсене тытса чаратпӑрах, терӗ вӑл. Амӑшӗ уйра ӗҫлекен пӗр хресчентен тикӗт завочӗ ӑҫтине ыйтса пӗлчӗ. Джон Мангльс Гленарвансен ҫемьинче ӳссе ҫитӗннӗ. Вӑл инҫетри ҫӗршывсене темиҫе те кайса килнӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна чӑтӑмлӑ ҫын иккенне пӗрре ҫеҫ мар курнӑ, вӑл яланах маттур та харсӑр, пӗтӗм ӗҫе пӗлсе тума пултаракан хӑватлӑ та питӗ ҫивчӗ ҫын пулнӑ. Хӑвна ху обществӑра тытма пӗлес пулать. — Вӑл хӑйӗн ҫап-ҫаврашка та ҫирӗп, шыв хӗрринчи нӑкӑт чулӗ пек йӗри-тавра яп-яка хыртарса якатнӑ пуҫне ҫавӑркалать, кӗске те хӗп-хӗрлӗ мӑйӗ ҫинчи тарне шӑлкалать, уншӑн пӑшӑрханнӑ пек, хулӑн тути хӗррисемпе чаплаттаркаласа илет. Э-э! — Тӑрать ҫав, амӑш. Ия, ия, ку ҫавсем. Халӗ нихҫанхинчен ытла кирлӗ. Ҫавӑн пек мӑшкӑл курнӑ хыҫҫӑн, тата ҫавӑн пек юрӑхсӑр ҫынтан… — Эсир пуҫласа яраканни, капитан Кольхаун. — Ну мӗн вара? Мересьев кайран пӗлнӗ тӑрӑх, вӗсен полкӗ оборона валли мар, контрнаступлени валли хатӗрленӗ армие хӳтӗлеме кирлӗ пулнӑ. Ан пӳль, юратмастӑп. Ӗлӗкхи ҫынсем Хӗвеле тӳпери чи чаплӑ ҫутӑ тесе шутланӑ. Унта, номерсенче, нумай пулмасть ссылкӑран, Плуторовскран тавӑрӑннӑ Сергей Сомов пурӑннӑ. Вӑл ҫак тапхӑртах ӑҫта куҫ курать, унталла кайса, никам сисмелле мар ҫухалсан, мӗн пулӗччӗ-ши? Ҫынсем ытла тарӑхса ҫитнӗ. Ҫапла вара, ҫынсене илӗртсе те улталаса ухмаха тӑратса хӑварас вырӑнне, этем йӑхӗн тӑшманӗ хӑй ухмаха тӑрса юлчӗ. Ҫӳлӗ юман айӗнчи сулхӑн та тикӗс вырӑна суйласа илсе, эпӗ курӑк ҫине выртрӑм, Жирана хам ҫумма лартрӑм та кӗтме тытӑнтӑм. — Эпӗ сана тыткӑна илетӗп, — терӗ малалла Говэн. Аманнӑ ҫын чӗнмерӗ. Кӗнекине вуласа пӗтерес килетчӗ, вӑл салтак патӗнче пӑчланасран, е салтакӗ ӑна мӗнле те пулин пӑсасран хӑраттӑм. — Эпир аннен улттӑн пулнине ӑнланса ил эсӗ, ыттисем пурте манран кӗҫӗн, пӗчӗкрех, анне чирлӗ, эпӗ пӗччен, ӗҫпе пиҫсе вилес пулсан та, ҫак йыша тӑрантараймастӑп! Вӗсем мана чӑтма ҫук ыраттарса ӗҫлеме пит кансӗрлерӗҫ. Эпӗ пуринчен ытла куҫран пырса тивесрен шиклентӗм. Вӗсене сыхламалла мел шухӑшласа кӑларман пулсан, эпӗ куҫсӑр тӑрса юлаттӑмччӗ пулӗ. Кам-тӑр инҫетрен музыкӑна чарӑнма паллӑ пачӗ. Сивӗпе чӗтресе, амӑшӗ, хӑйне каллех хӗнессинчен, ҫӗнӗрен кӳрентерессинчен яланхи пекех хӑраса, килелле утрӗ… Ӑна тата ҫак кунсенче тетӗшӗн ҫуртӗнче малтанхинчен те ытларах шавлӑ та тӑрмашуллӑ пулса кайнӑ пек туйӑнчӗ. Эсир ман патӑма хӑвӑрӑн йытӑ пӑхакан Парамошкӑна ӳкӗнсе каҫару ыйтма ямасӑр та, эпӗ Покровскине пыма шухӑшламастӑп; эпӗ ӑна каҫарӑп-и, айӑплӑп-и — манӑн ирӗк. Эпӗ мӗн, сан шутпа, пилӗк ҫул хушши салтакра ахаль ҫӳренӗ-и, ҫапӑҫнӑ-и? Пытанас тетӗр-и вара? — Эпӗ ларасси ларса курман та, лармаллахчӗ ӗнтӗ, — ҫиллине шӑнарсарах каларӗ Олейник. Тен, шӑнаҫҫӗ те пулӗ». Эпӗ унтан арестантсемпе мӗнле истори пулни ҫинчен ыйтрӑм. Ачан тӗтреллӗ пуҫӗ ҫӗнӗ илтӗм-туйӑмсемпе пуянланса пырать; вӑл, ҫав тери вичкӗн те пурне те лайӑх уйӑрса илсе илтме хӑнӑхнӑ пирки, хӑй таврашӗнчи ҫутҫанталӑка ӑнлансах, пӗлсех пырать. Яланах ҫавӑн пекчӗ. Шӑпах ҫак ҫӗршывсене каять те ӗнтӗ халь Африкӑран илсе тухакан чурасен пысӑк пайӗ: кашни ҫул тӑван ҫӗршывӗнчен уйӑрса Африкӑн хӗвелтухӑҫ ҫыранӗ хӗррине хӑваласа тухакан ҫынсен йышӗ хӗрӗх пинрен те иртет. Хуҫа ҫӳлӗк ҫинчен пӗр штоф тата стакан илчӗ. — Ку чӑнах та пулӗ, — тесе ҫирӗплетрӗ майор. Жозе-Антониу Алвиш та хӑйӗн ҫуртне кӗрсе пытанчӗ. Акӑ пирӗн Улюн инке пӗлтӗр ҫакӑн пек кайса ларнӑ пулнӑ, — тесе хучӗ тата Илюш. «Чупту ӑна, — терӗҫ, — вӑл уншӑн питӗ савӑнать», — терӗҫ. «Ҫапах та кайма тивет», — шухӑшларӗ те Давыдов, тарӑхнипе ӗхлетсе ярса, ятлаҫса илчӗ. Шултӑра тумламлӑ ҫумӑр ҫӑвать. Ун пек пит хӑвӑрт ҫиленсе каякан тата пурне те пӗтӗмпех ҫав тери ӳпкелеме юратакан ҫынна эпӗ унтан малтан та, кайран та урӑх курман. Анчах эсир Наташенькӑна пулӑшӑр… Унӑн халӗ ҫавӑн пек, ӑнланатӑр-и… Варя аппа пӑтӑ илсе кӗрессе кӗтсе, аллине тытнӑ ҫӑпалипе коридор тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Эпӗ хама кӗтмен ҫӗртен тыткӑна ярса ан илччӗр тата хыҫалтан ухӑ йӗппипе ан печчӗр тесе, малалла питӗ асӑрханса утса пытӑм. — Вӑрларӗҫ! — кулянса пӗлтерчӗ Нюрка асламӑшӗ сӗт сутакан карчӑка. — Ун вӑкӑрӗсем пекки хуторӗпе те ҫук. Эпӗ мӗнпурне тав тусах йышӑнӑп. — Мазинӑн питҫӑмарти хӗрелсе кайрӗ, вӑл именерех кулса: — Ҫапла ҫав, шуйттан… — терӗ. Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те Мартини кровать патне темиҫе хут та пырса ҫав пӗртте хускалмасӑр выртакан ӳт ҫине пӑхрӗ — сывланисӗр пуҫне унта пурнӑҫ палли урӑх нимӗн те юлман. Унӑн пичӗ ҫинче пӗр хӗрле тӗл те юлман, ҫавна асӑрхасан Мартини сасартӑк хӑраса ӳкрӗ. — Вӑл ферма еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ. Урисене ҫеҫ лартмалли юлнӑ. Вара Аркашка, чавсисемпе тӗрткелесе, президиум сӗтелӗ патнелле вирхӗнчӗ. — Тьфу, йӗрӗнчӗк ачи! — тарӑхса кайрӗ Ерофей Кузьмич. — Анчах мӗнле тупкалӑн эс, Володя, — терӗ пиччӗшӗ, — тепӗр тесен, Николаев сана Корабельнӑя ӑсатса ярать, а эпӗ пӗччен каятӑп, ыран сан патӑнта пулатӑп. Уяр ҫанталӑкра ҫӗрлехи тӳпе куҫа илӗртсе ҫав тери илемлӗ курӑнакан пулать. Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗнпур ҫиллипе тилӗрсе кайса ӗҫе пуҫланӑ, ҫынсене тӳсеймесӗр, вӗсене хирӗҫ вӗчӗлӗхпе тата чӑрсӑрлӑхпа кӳпчесе тӑнӑ, — хӑш чух ӑна хӑйӗн чӑрсӑрлӑхӗ хӑйне те тӗлӗнтернӗ. Егорушка пуҫне усрӗ те куҫне хупрӗ… Ку приказнӑйсем, авӑ, ҫав тери чӑрсӑр, кӗтсех тӑр мӗн те пулин… — Эсӗ ӳсӗр, пӑрах пуртуна, кай, ҫывӑрса кан. Вӗсем Синельниковӑран Полога ҫитрӗҫ. Пӑхӑр-ха, авӑрлама та пуҫларӗ… — Эх… Анчах хӑй вӑл пӳртрен тухас ҫук. Ҫапла, ниҫта та тухас ҫук. — Илсе килтӗм, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса, — акӑ вӑл, ответ! Шо-о-о-орт!» — ҫухӑрашать вӑл, лашине урисемпе тапкаласа. Ансӑр тӑкӑрлӑкӑн икӗ енӗпе хуран тасалса ларакан садсем тӗлӗнче, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ӳсекен тирек утравӗсем ҫийӗнче, питӗ ҫӳлте катӑлнӑ уйӑх ҫутатса тӑрать. — Бэла ятлӑ, — терӗм эпӗ. Ӗҫ ҫӳретмелле Тепӗр ирхине анне чирлесе ӳкмен пулсан, эпӗ мӗнле пулсан та хам пӗлтерес тенине пӗлтереттӗмччех. Ӑна урнӑ пек ыткӑнса пыракан хумсен хушшипе сыхланса тытса пыратӑн, сайра хутра ҫеҫ ман пите хум ҫинчи шыв кӑпӑкӗн пӗчӗкҫӗ татӑкӗсем пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Анчах часах вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне хӑнӑхрӗ, вӑл унӑн кӑмӑлне кайрӗ. Дубровский, гварди офицерӗ пулнӑскер, хӑйӗн юлташне кӳрентерес ҫуках ӗнтӗ», — терӗ хаяр генерал. Хӑй вӑл пӗтӗм кил-йыша юратса, ыттисемпе пӗр ҫемьери ҫын вырӑнне хунӑн туйӑннӑ. Ӑсӗ тата фантази пурлӑхӗ карчӑкӑн иксӗлми пулнӑ; вӑл хӑй те ача куҫне тӗлӗрӳ витӗр юмахри ырӑ та савӑшлӑ Тимӗр-карчӑк пек е Аслӑ Василиса пек курӑннӑ. Унни килӗшӳллӗ кӗлетки, кулӑшла утти ҫулҫӳревҫӗсене яланах хӑй ҫине пӑхтарнӑ, ҫавӑнпа та Дюмон-Дюрвиль Океанине хӑйӗн чапа тухнӑ ҫӳревӗсене кайсан, ӑна Ӑслӑлӑх Академине ҫав тӗлӗнмелле кайӑксене Европӑна илсе килме хушса янӑ. Улпутсенчен паллӑраххи, Б. уездӗнчи паллӑ аристократсенчен пӗри, суйлавсенче пуринчен те ытларах шавлакан Пифагор Пифагорович Чертокуцкий пулчӗ. Хӑш-пӗр чухне, ӗҫлекен негр хӗрарӑмӗсем тӗлӗнче чарӑнса, вӗсем мӗн тунине сӑнарӗ. — Тавтапуҫ, Джон, — терӗ вӑл. — Вӑл мӗнле итлесе ларнине те куртӑм эпӗ… Эпӗ ҫав сывпуллашнӑ саманта, ҫав шурса кайнӑ сӑн-пите, унӑн инҫе-инҫе пӑхакан куҫӗсене нихҫан та манас ҫук. Вӑл Зойӑна та юратать. Ӑна тытма тен леш чӑлах алӑллӑ салтака яма шутлатӑр пулӗ? — Эпӗ урӑх пеме килӗшместӗп, — терӗ те Санин пистолетне ҫӗре пӑрахрӗ. Ҫак класра манран ыйтнӑ, кунта мана теоремӑсем калама доска умне кӑларнӑ. Акӑ халӗ эпир ларакан парта хушшинче Валькӑн лӳчӗркеннӗ шпаргалкисем выртаҫҫӗ. Пӗр вунӑ минутӑран Луиза ӗнтӗ шыв леш енче пулнӑ, вӑл юланут кӗрсе кайнӑ ҫӗрелле, вӗтлӗхелле пырса кӗнӗ. Катя та ман асӑма килчӗ. Леш Катя мар, сасартӑк вӑранса ман ҫинчен шухӑшласа пӳлӗм тӑрӑх иртсе ҫӳрекенни мар. Ҫук, урӑххи, вӑхӑтсӑр ватӑлса кичемленнӗ Катя. Вӑл ӗнтӗ ҫак заметкӑна вуласа тухӗ те, нимӗн те пулман пек хаҫатне сӗтел ҫине хурӗ тата мӗн те пулин тӑвӗ, тен хускалми куҫӗпе пӑхса, ҫиптунине салтса майлаштарса ҫыхӗ, — унтан сасартӑк урайне, пукани пек, персе ӳкӗ… Мӗнле атӑпа мӗнле шӑлавар тӑхӑнниех вӑл мӗнешкеллине кӑтартса паратчӗ. Пӳлӗмре Анюта пулман. Тимӗрҫӗ пӗр сӑмах чӗнмесӗр кӗчӗ те, ҫӗлӗкне хывмасӑрах, сак ҫине пырса выртнӑн, таянса ларчӗ. Ҫапах унӑн сӑн-сӑпачӗ Фома умӗнче ҫӗрӗн-кунӗн тӑнӑ, чӗрене нӑйкӑштарса ыраттарнӑ. Пит нумай ҫинипе вар-хырӑма пӑсса вӗсем ӗлӗкхи пекех час-часах чирлеҫҫӗ, ҫавӑн пекех чирӗсем мӗнли ҫинчен пӗрне-пӗри тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартаҫҫӗ, карчӑкӗ ҫавӑн пекех хӑрушшӑн та ҫилӗллӗ турра кӗл тӑвать. Анчах та унпа ҫырусем ҫӳретесси хӑй тӗллӗнех пӗтсе ларчӗ. Захар Васильевич сак ҫинче канӑҫсӑрланса хускалкаласа илчӗ. Унӑн ҫара мӑйӑхӗпе сухалӗ айӗнче сарӑрах шӑлӗсем курӑнчӗҫ. Мӗн тери ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем иккен вӗсем. Хуҫи унӑн пуҫне блюдечка патнелле уснӑ та сӑмсине шыва чикнӗ, анчах хурӗ ӗҫмен, ҫунаттисене тата сарлакарах тармакланӑ та, унӑн пуҫӗ ҫаплипех блюдечка ҫинчен ҫӗкленеймен. Нимӗҫ каллех тапаланма пуҫларӗ, кӑшкӑрма хӑтланса хӑрӑлтатса илчӗ. Анчах унӑн миххе лайӑх курма пултарнӑ ватӑ куҫӗсем хальхинче улталанчӗҫ пулмалла. Пӗр вырсарникун эпӗ кофе ҫуртне кайрӑм, пӗр кружка сӑра илтӗм, чӗлӗм туртрӑм, хамӑн пӗлӗшсемпе Politik ҫинчен, Франц император ҫинчен, Napoleon ҫинчен, вӑрҫӑ ҫинчен калаҫрӑм, кашниех хӑй шухӑшне каларӗ. Ку — ҫиччӗмӗш сирпӗнӳ. Эпир халь виҫҫӗн — Федькӑпа эпӗ тата анне. Ачасем калаҫма пӑрахнӑ та шухӑша кайнӑ. — Эсир тӗлӗнмелле ҫын! — терӗ вӑл кайран, хӑйӗн бархатлӑ куҫне ман ҫинелле ҫӗклесе, именсе кулнӑ май. — Кӗрсе ӑшӑнма пулать, — тенӗ Ваҫили Андрейч, — кунтан тӗттӗмех пулас ҫук, уйӑх хӑпарсан, ҫутӑлӗ те. Ывӑлӗ ӑна хулленрех те ҫемҫереххӗн каларӗ: — Эс каҫар мана, — урӑхла юрамасть! Питӗ лайӑх астӑватӑп: ҫак ҫын хуп-хура та ҫивӗч, цыган куҫӗсем евӗрлӗ куҫсемпе ман ҫине тӳррӗн пӑхса (унӑн куҫӗсенче ачалла сатурлӑхпа нумай тӳссе ирттернӗ ҫыннӑн ӑслӑлӑхӗ пӗрлешсе тӑни палӑрчӗ), кула-кула ҫапла каларӗ мана: — Хӗрхенсемӗрччӗ! Юрӗ. Хӳшше астума никам та юлман; унта прерире пурӑнакан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунсем кӗрсе ан кайччӑр тесе, лаша тирӗпе карса лартнӑ алӑкне ҫеҫ хупса хунӑ. Кун иртмессеренех унӑн сывлӑхӗ начарланса пычӗ. Ют ҫӗршывсенче капитализма хӳтӗлекен буржуалла ученӑйсем пур. Вӗсем: Ҫӗр ҫинче халӑх ытлашшипех нумай, Ҫӗр хӑй ҫинче пурӑнакан халӑха часах тӑрантарса ҫитерейми пулать, — тесе ӗнентерме хӑтланаҫҫӗ. Ку вӑл ӑссӑр суя япала! Виҫ хут хӑвӑртлӑхлӑ маршировка? Ҫакӑн хыҫҫӑн Ярцев Олейник хӑйне ӑҫта ертсе кайнине астумарӗ. Ӑна текех картечь хӑратмасть, анчах хумпа ҫапӑнса шыв тӗпне путасси хӑратать. — Ну, мӗншӗн, мӗншӗн ун пек тӑватӑр эсир? — Турӑ пӗлет-и! Ҫыннисем ҫав хатер сумлӑскерсем, нимӗн те калаймӑн. Ҫапла килсе тухрӗ пурнӑҫ! Ромашов юлташне вырӑн ҫине вырттарчӗ те ӑна хӑех ҫиелтен утиялпа тата шинельпе витсе ячӗ. Вӑл, ним ҫинчен те шухӑшлас мар тесе, пуҫӗ айне хӑвӑрт ҫыххине хучӗ те пальтипе витӗнчӗ, урисене вӗҫне ҫитиех тӑсрӗ, вара, сывлӑмран ҫӳҫенсе, кӑмӑллӑн кулса ячӗ. Ҫав кун вӗсем пӑрахут ҫинче музыка оркестрӗпе катаччи чупнӑ, шампански ӗҫнӗ, пурте калама ҫук ӳсӗр пулнӑ Саша, темӗнле, халиччен илтмен тӗлӗнмелле хурлӑхлӑ юрӑ юрланӑ; Чейпе хӑналас-и-мӗн? Эпӗ алла вӗҫертме хӑтлантӑм, анчах вӑл мана ҫапса ячӗ. Варьӑн лӑпкӑ кулли кӑвакарчӑн кӑлтӑртатнӑ пекех тухрӗ. Анчах Саша ҫине тӑрсах хушса хучӗ: — Ан кӗрӗр! Кирек мӗнле вылясан та, вӗсемшӗн пурпӗрех, музыка кӑна пултӑр. Вӑл кунтан инҫе мар. Хор ҫинче тем шавлани илтӗнсе кайрӗ, ҫавна никам та астуса пӑхмарӗ. Тепӗр минутранах чиркӗве кӗмелли алӑк кӑрик! туса уҫӑлчӗ. Пачӑшкӑ хӑйӗн куҫҫульпе тулнӑ куҫӗсене сӑмса тутрипе шӑлса илчӗ те хор ҫинелле пӑхрӗ, тӗлӗнсе хытсах кайрӗ вӑл. Хӑшпӗр чухне министр пулас шутпа патша ҫывӑхӗнчи аслӑ чинра тӑракан ҫынсем ҫине уҫҫӑнах хаярланса тапӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫав ҫынсен тӗрлӗ кӑлтӑкӗсене кӑтартса парса питлеҫҫӗ, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑлараҫҫӗ. Эпӗ сире халех каласа паратӑп, Печорин хӑраса ӳкет — ултӑ утӑмран тӑратӑп вӗсене, тепӗр тесен, килӗшетӗр-и эсир? Пӗр туйӑм ытамне лекнӗ, куҫӗсемпе суккӑр ҫине тӗлленӗ ҫак халӑх ушкӑнне вӑл тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Зобкин! Нимшӗн кӑмӑлламалли те ҫук! Пирӗн калаври ытти ҫынсемпе мӗн пулнӑ-ха? Огнянов ытла ӗшенсе ҫитнӗн курӑнчӗ, тумтирӗ пылчӑкпа та юнпа вараланса пӗтнӗ, ҫара пуҫӑн, сӑнӗ-пичӗ вунӑ кун хушши выҫӑхса ҫывӑрмасӑр асапланса тӳснӗ пек курӑнать, унӑн кашни ярса пусас утӑмӗнче нуша та хӑрушлӑх пулни палӑрать. Тата малалла та ҫавӑн йышшиех каларӗ вӑл. — Мӗн вӑл санӑн? Ҫав тери хӗпӗртесе ӳкнӗ Андрей каска ҫинчен сиксе тӑчӗ. Катяна тӗл пулни ӑна уйрӑммӑнах телейлӗхе пӗлтерессӗн туйӑнчӗ, вӑл ӑна курнӑшӑн тӑвана курнӑ пек хӗпӗртерӗ. Пӑч-пӑч чӑпарри картара чупса ҫӳрет. Ҫак калаҫу ҫапла пӗтрӗ, вӑл ҫулҫӳревҫӗсен малаллахи ӗҫӗсене тӗплӗн ҫутатса пачӗ. Шубина кӳме тара тытма тата лашасем хатӗрлеме приказ тухрӗ (пӗр кӳме вӗсене ҫителӗксӗр пулнӑ); казачок, икӗ хутчен Берсеневпа Инсаров патне кайса, вӗсене малтан вырӑсла, кайран Зоя французла ҫырнӑ чӗнӳ хучӗсем парса килчӗ. Вӑл хӗрхенӳсӗр. Павел Петрович шӑп пулчӗ. Селиванова вара эпӗ санӑнне ҫичӗ хут тирне сӳсе илтӗм тесе пӗлтерӗп». — Мӗнле йӗнерӗн? — ӑнланмасӑр ыйтрӗ полковник. Эпӗ те малтан аптрасах каймарӑм, кайран акӑ чӗлхене пырса т-тиврӗ… Хӑнана каятӑп! — Ҫук… Тухатмӑш мар-ха… — сӑмах тупаймасӑр тӑтӑм эпӗ. Унта эсӗ мӗн те пулин куратӑн-и? Ӗненме те хӗн: ачан уҫҫӑнах палӑрнӑ туртӑмӗ уксахӑн чӗринче иккӗллӗ туйӑм ҫуратнӑ. Вӑл кунта асли вырӑнӗнче е комендант пулас, Мария Богдановна та радиона чарма хушса паллӑсемпе унпа калаҫрӗ. Райком секретарӗ вӗсем патне хуларан мӗнле йӑла илсе килнӗ — ҫеҫен хирте ҫара пакартан ҫӳреме вӗрентнӗ, ватӑ мучие те пулин ҫылӑха кӗртнӗ. Куратӑр ӗнтӗ, ку — вӑл пӗтӗмпех ҫӗнӗ, ӗҫлӗ интеллигенци, унашкаллине ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи пӗр ҫӗршывра та урӑх тупас ҫук. Вӗсене хирӗҫ нумай хутчен ян кӑйнӑ сасӑ янӑрарӗ. Кӑмӑлӑм таврӑнчӗ манӑн, Градусник пек кӑна иккен, кӑшт кӑна пысӑкрах. Мӗншӗн тесен Хунтӑн сахал мар юлташӗсем Пӗрлешӳллӗ Штатсем тӑрӑх унта-кунта лартса тухнӑ, граждански тата ҫар тӗрмисенче ларнӑ, ытти юлташӗсене вӗлермешкӗн сӑнчӑрласа чикӗ урлӑ ӑсата-ӑсата янӑ. — Ырӑ кун пултӑр, Бертон, — терӗ те полковник мӗнпур шӑлӗсене кӑтартса йӑл кулса илчӗ. — Ху Владимир орденне илни ҫинчен-и? — ярса илчӗ Базаров. Иван Кузмичӗпе служба ӗҫӗнче ҫеҫ пӗр-пӗрне куратпӑр. Уйӑх тухрӗ, мӗлке ҫук вырӑнсенче кӑнтӑрлахи пекех ҫутӑ. Вак улпутсемпе хуҫасен тата алӑстисен ачисен усрав ҫурчӗсене те ҫакӑн пекех тунӑ. — Мӗн, сирӗн чӗлхӗрсем ҫук-им? Лодыжкин старик ун пек ирсӗр ӗҫ тӑвас ҫук! Кам ҫырнине тӗрӗссипе пӗлес пулсан, эпӗ ун патне кайса килӗттӗм. Егорушка хула ҫине юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӗ те чӑтаймарӗ, пичӗпе Дениска чавси ҫумне тӗршӗнсе йӗрсе ячӗ… Хытӑ шакканипе чӳрече кантӑкӗ чанкӑртатса чӗтрет. Вӑйӗ ҫулсерен чакса пынипе килӗшме ӑна тем пекех йывӑр. Аркадий хӑйпе пӗрле йӑпанса темӗнле лӑплану шыранине Катя, уҫҫӑнах мар пулсан та, ӑнланнӑ, — ҫакна пула вӑл хӑйшӗн те, уншӑн та пулнӑ ҫурма именӳллӗ те ҫурма ӗненӳллӗ айӑпсӑр туслӑхра мӗн кирлисене пурне те туса пынӑ: Анна Сергеевна пур чухне вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫман: аппӑшӗ сиввӗн пӑхсан, Катя яланах чӑмӑртанса ларнӑ; — Сирӗнле калаҫни вара маншӑн путлех пулса тухмасть. — «Эсӗ ӑна ӑҫта туяннӑччӗ вара? Гленарван, хӑйӗн юлташӗсем йӑвана-йӑвана кайнине курса, сӑртсем ҫине нимне асӑрхамасӑр, ҫакӑн пек инҫе кӗрсе кайнӑшӑн ӳкӗнме пуҫларӗ. — Эс кирек мӗн каласа парсан та, маншӑн эс ялан ҫакӑн пекех юлатӑн, — терӗ хӗр именсе. Веткин картишӗнчен таврӑнчӗ те, унта вӑл Леха экипажпа ӑсатсаччӗ, Ромашова сӗтел патне чӗнчӗ. — Ак сана хӗрес хӑюллӑхушӑн, — терӗ ҫамрӑк салтак, хӗресне Мельникова парса. Анчах кӑлӑхах элеклетӗп эпӗ хам ҫинчен. — Ҫук-ха, анчах, апла пулмасан та, хӗвеланӑҫнелле юхакан пысӑк шыв ку, пирӗн юханшыв вара ун юппи ҫеҫ пулнӑ. Унӑн сассине куҫҫулӗ хупласа хучӗ. Ҫакӑн пек тем пысӑкӑш пуҫлӑ килмен-кайман ҫынна, ҫурма чурӑс улӑпа, хӑйне ӑна амӑшӗ те кӑкӑр ӗмӗртсе ӳстермен, пӗр-пӗр упа ами ӳстернӗ пуль темелле, — ҫакӑн пек ят пани пит те тӗрӗс пек туйӑнать. Чӳречисенчен пӗри тӗттӗмленсе те ҫуталса та илет, кам пӗлет, тен, ҫавӑнта пӳртре утса ҫӳрекен ҫынна, чӳрече патне тӑрса пӑшӑрханса пӑхаканскере, курнӑ та пулӑттӑм-и эпӗ. Пӑч-тӗттӗмленсе ларчӗ, тулта пӗтӗмпех хура-кӑваккӑн, питӗ илемлӗн курӑнать; ҫумӑрӗ вара чашлаттарать кӑна, аякри йывӑҫсем кӑшт ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, эрешмен картипе хупланнӑ тейӗн; сасартӑк ҫил ҫавӑрттарса килет те йывӑҫсене авсах антарать, ҫулҫӑсен ҫутӑ енӗсене тӳнтерле ҫавӑрать, кун хыҫҫӑн калама ҫук вӑйлӑ тӑвӑл тухать те, йывӑҫсем, ухмаха ернӗ пек, тураттисене сулкалама тапратаҫҫӗ: йӗп чиксен те куҫ курмалла мар ҫӑра хура тӗттӗм хупӑрласа илнӗ хыҫҫӑн сасартӑк ялтӑр! ҫуталса каять, вара кӑнтӑрлахи пекех таҫти аякри те курӑнать — йывӑҫ тӑррисем хумханаҫҫӗ; куҫ хупса иличчен каллех тӗпсӗр шӑтӑкри евӗр тӗттӗмленет, аслати хӑрушшӑн кӗмсӗртетет, унтан пӗлӗт тӑрӑх аялтан аяла анса пырать, пусма картлашкисем тӑрӑх пушӑ пичкесем кусаҫҫӗ тейӗн, пӗлетӗр-ҫке, пусми вӑрӑм чухне вӗсем сиксе, кӗмсӗртетсе анаҫҫӗ. Мӗн чир-ши аплах? Ӗшеннӗ, хырӑмӗ выҫнӑ, анчах та хӑйне хӑй вӑйлӑ туякан Оленин киле старикпе пӗрле каҫ пулас умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ. Ман пирки каласан, эпӗ вара ҫав тери салхулантӑм, манӑн вӑйӑм чакса ҫитрӗ. Ҫумӑр шывӗсемпе тулнӑ шыв пысӑк та пӑтранчӑк, хумӗсене ывӑтса шавласа юхать. Костя лашасене йӗнерлесе тӑрать-мӗн. Костя, пуҫне кӑшт тайса, таҫта инҫете пӑхса ларать. — Юратчӗ-ши? — тесе ыйтрӗ ҫав сасӑ. Пӑхсассӑн, вӑл хӑйӗн ҫинчи сӑнчӑра, хӑйне хӑй тӑлласа, хӑй ҫинче йӑтса ҫӳрекен касмӑка, урса кайсах татма хӑтланнӑн, анчах, темӗн чул тӑрӑшсан та, ниепле те татма пултарайманӑн туйӑннӑ. Епле маттур эсир! — хушса хучӗ вӑл йӑл кулса, манӑн ҫӗнӗ тум ҫине пӑхнӑ май. — Чӑнах-и! Ҫапах та пысӑк тӗрӗслевсем умӗн пурте, кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах, туртӑнаҫҫӗ те пӗрне-пӗри туртаҫҫӗ. — Ҫирӗп пӑрса лартнӑ! — те йӗкӗлтесе, те ырласа, кулкаларӗ Веткин. Карди атте шухӑша кайрӗ. Ҫил унӑн шлепки айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫӗпе вылять, арфа хӗлӗхӗ пек вӑрӑммӑн янӑраса ун хӑлхи патӗнчен вӗрсе иртсе каять. — Камран пӗлтӗр-ха эсир эпӗ чирлесе ӳкни ҫинчен? Пурне те тума пултаракан, пурне те тума пӗлекен арӑмӗ Варя та, Сергейӑн амӑшӗ (чӗрӗлсе тӑрас пулсан ӗнтӗ) кунта пурӑнма ниепле те килӗшмен пулӗччӗ. Мӗншӗн тесен вӑл, хура ӗҫе Александра Ивановнӑран ытларах пӗлнӗ пулсан та, ӑшӑ уборнӑйсӑр, электричествӑсӑр, центральнӑй отопленисӗр тата паровой ваннӑсӑр пурӑнма пӗртте хӑнӑхман. Хамӑрӑн! — Питӗ чаплӑ! — ответленӗ Фома, ун ҫине кулкаласа пӑхса. Вӑл хӗрхенӳ ҫинчен каланӑ сӑмахсем мана пит те пӑлхантарса ячӗҫ те, ҫирӗппӗн ӑса кӗрсе юлчӗҫ. Вагона каҫхи ҫӑра кӑвак тӗс ҫапрӗ. Малтанах ҫутати-ҫутатми курӑнакан ҫӑлтӑрӑн пайӑрки нимӗн те палӑрман пек, анчах минутсем иртнӗҫемӗн, унтан сехетсем иртнӗҫемӗн пластинка ҫинче ҫӑлтӑр сӑнӳкерчӗкӗ курӑнма тытӑнать. — Соколов тухтӑр патне килтӗм… — Ҫураҫнӑ хӗр! — пӑшӑлтатса выртрӗ вӑл пӗчӗк те чаплах мар номерти вырӑнӗ ҫинче. Сирӗн хӑвӑра хӑвӑр тытса пурӑнас йӗрке пулсан, сирӗн камран хӑрамалли пур тата кампа вӑрҫмалли пур? — терӗ король тӗлӗнсе. Унтан вӑл манран ыйтрӗ: ҫурт хуҫи хӑйӗн ҫуртне ачисемпе, килйышӗсемпе урамра ӑнсӑртран тара тытса пухнӑ пилӗк-ултӑ мошенник сыхланинчен лайӑхрах сыхламӗ-ши вара? — терӗ. Шиклӗ ӗҫ! Ватӑ Тома, ун ывӑлне, Остина, Актеона, мӗскӗн Нэна, вӗсем Африка ҫыннисем мар пулсан та, туземец-чурасем вырӑннех хучӗҫ. — Пурте кунта-и? — Тӗрӗссипе, шуйттан та курӑнмасть! Лозневой хӑйӗн кӑкӑрӗнче темскер пӑрланса ларнӑ пек пулнине сиссе, хӑраса ӳкрӗ, — яри уҫса янӑ алӑк витӗр сивӗ пырса кӗнӗ пек, ун кӑкӑрне Ҫӗпӗрти хаяр сивӗ пырса кӗнӗнех туйӑнчӗ. «Пирӗн ватӑ юратнӑ епископ, унӑн преосвященстви кардинал монсиньор Лоренцо Монтанелли, чӗре ҫурӑлнипе Равеннӑра сасартӑк вилсе кайрӗ». Ун патне вӑраххӑн Павел утса тухрӗ. Вӑл ун ҫине куҫ айӗн, хӑй айӑпа кӗнине палӑртса, тути хӗррине чӗтретсе, куларах пӑхрӗ. Анчах нимӗн ҫук ҫӗртенех пулса кайнӑ ҫак вӑкӑрпа лаша кӳлнӗ лавсем Венӑна пырса кӗмелли ҫулсем ҫинче хыҫала тӑрса юлчӗҫ, вӗсем тӗп вӑйсенчен чылай кайра пыраҫҫӗ, ҫулсене япала турттармалли тата ҫӑмӑл автомобильсем йышӑнчӗҫ. — Ҫапла… унта такам… пӗр ҫын хӑрӑк турат касать. Вара Алексей хӑйӗн планне пурнӑҫлама тытӑнчӗ. Миките пуринпе те калаҫса илнӗ; чӑххисене: — Ӑн ятлӑр-ха, урӑх сире хускатмастӑп, — тенӗ сурӑхӗсене ним пӗлмесӗр, ахалех хӑранӑшӑн ӳпкеленӗ, лаша кӑкарнӑ чух йыттине пӗрмаях вӑтантарнӑ. — Епле пултӑр-ха тата! — терӗ ӑна хирӗҫ хохол. Сана ӑна хӑв чухӑннине кура паратӑп, хупаха кӗр те ман сывлӑхшӑн ӗҫсе яр!» Лося ҫавӑрса тытрӗ те ҫӑлтӑр еннелле чупса кайрӗ. — Ну, мӗнех тӑвӑн, Джим. Вӗсем пурте ҫавӑн йышши. Пӗр ӑстӑрккӑ тӗлӗрсе те илчӗ, кӑтӑш пулнӑ чух унӑн кашни шӑнӑрӗ сиккеленчӗ. Унпа икӗ юлташӗ валли каютӑсем хатӗрлесе хучӗҫ. — Сывлӑх сунатпӑр, кил хуҫисем! — Найденов хӑйӗн ҫуланса пӗтнӗ кепкине хывса тытрӗ те вирелле тӑракан ҫӳҫ пайӑркисене шӑлса якаткаларӗ. Мана пӗчӗк те йӗпе чышкипе юнаса вӑл кӑшкӑратчӗ: — Эсӗ юри путартӑн мана! — тетчӗ. Вӑл тинӗс хурахӗ пулнӑ, вӑтӑр ҫул Инди океанӗнче хурахра ҫӳренӗ, анчах кӑҫалхи ҫуркунне пӗр тытӑҫура унӑн шайкине ҫурри ытла вӗлерсе пӗтернӗ, халӗ вӑл ҫӗнӗ ҫынсем пухма тӑван ҫӗршывне килнӗ, турра шӗкӗр, ӗнер ҫӗрле ӑна ҫаратса, кӗсйинче пӗр цент хӑвармасӑр, пӑрахут ҫинчен антарса хӑварнӑ, ҫакӑншӑн вӑл савӑнать кӑна; унтан ырри нимӗн те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен халӗ вӑл пачах урӑх ҫын, пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут телей куракан ҫын. Темӗнле чухӑн пулсан та, вӑл Инди океанне татах ҫитме шутлать, хурахсене тӗрӗс ҫул ҫине кӑларассишӗн пӗтӗм пурнӑҫне парать; ҫак ӗҫе тума ӑна никамран та ҫӑмӑлрах, мӗншӗн тесен вӑл Инди океанӗнчи хурахсен шайкисене хӑйӗн пилӗк пӳрнине пӗлнӗ пекех лайӑх пӗлет; укҫи-тенки ҫук пирки вӑл унта часах та ҫитеймӗ, анчах пурпӗр унта кайӗ, кашни хураха тӳрлетмессерен ҫапла калӗ: «Мана тав тума кирлӗ мар, тивӗҫ мар эпӗ ӑна, куншӑн пӗтӗмпех Поквилл ҫыннисене, тӑванӑмӑрсене, этем йӑхӗнчи ырӑ чунлӑ ҫынсене, вӗсен ырӑ проповедникне, кирек епле хурахшӑн та шанчӑклӑ тус пулма пултараканскере, тав тумалла». Ӑна йывӑр пулчӗ. Пӗркун чарӑннӑ хулара эпир пурте ҫӗнӗ тум туяннӑччӗ; король вӗр-ҫӗнӗ тум тӑхӑнчӗ, мана та тумланма хушрӗ. Артём, вӑрман улпучӗ патне кайса, ҫыру ҫинчен каласа пар». — Лопухов. Мӗскер эсир пӗрмаях пурнӑҫ ҫине ӳпкелешетӗр? — Ну, ку санӑн айӑпу мар, Сайлас: май килсен, эсӗ ӑна та ҫухатма пултарӑн-ха та. Кунсӑр пуҫне тата вӑл хӗр ҫураҫнӑ ҫӗрте ӗҫнӗ. — Тӗл пулнӑччӗ пулас! Ку шухӑш чӑнах та вырӑнлӑрах, Дик Сэнд ҫавӑнтах шутланине тума пуҫӑнчӗ. Мӗншӗн ун пуҫне касса татнӑ? Муромски ҫапла туни ҫинчен кӑмӑлсӑр калаҫакан ҫынсенчен пуринчен те хытӑрах калаканни Берестов пулнӑ. Эсӗ ӑҫта тӑратӑн халӗ, — бульварта-и? Мӗн-ха, райкомра вырнаҫтарма ҫукчӗ-им? Акӑ, эсӗ килтӗн те, мана ҫавӑнтах ҫӑмӑл пулса кайрӗ… Пикеҫӗм, эп ирттерем-и экзамена? — ыйтрӗ вӑл Радӑран. — Акӑ — тӗлпулу! Ҫав халӑх пулӑ тытнӑ, ӑна ҫӗр айне антарнӑ та тӑварлӑ кӳлӗсенче купаланӑ. «Ҫапла ӗнтӗ ҫак икӗ хӑватлӑ держава пит хаяр вӑрҫӑ вӑрҫма тытӑнни вӑтӑр ултӑ уйӑх тултарчӗ. Вӗҫетӗн — вӗҫсе ҫитес тесе. Ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех, доктор пирӗн крепость ҫине атакӑпа пынӑ кун, унпа малтанхи хут курса калаҫнӑ чухне ыйтса пӗлнӗ. Тепӗр ирхине, карап ҫухалнине курсан, доктор Сильвер патне кайнӑ та ӑна халӗ нимӗн усӑсӑра юлнӑ картӑна панӑ тата хамӑрӑн крепосте мӗнпур припассемпе пӗрле пама килӗшнӗ. Бен Ганн пурӑнакан шӑтӑкра, вӑл хӑйӗн аллипе хатӗрлесе тӑварланӑ качака ашӗ ҫителӗклӗ таран пулнӑ. Ҫакна пула манӑн тусӑмсене пӗр хӑрушлӑхсӑрах крепостьрен икӗ тӑрӑллӑ ту ҫине, маляриллӗ шурлӑхсенчен инҫерех кайма, унта мула сыхласа хӑма май килнӗ. Российӑри самӑр улпутсемпе вӗсен арӑмӗсем, хӗрӗсем урапасемпе, таратайкӑсемпе, тарантассемпе тата никам тӗлӗкре курман чаплӑ кӳмесемпе савӑшма пуҫтарӑнакан пысӑк ярмарккӑсенче Чертокуцкий пуринче те пулнӑ. — О, ят вӑл ниме те пӗлтермест, — терӗ кӑна хирӗҫ Паганель. Хӗвелӗн сарӑ пайӑрки пӳлӗме шуса кӗрет те, куҫкӗски ҫине ӳксе, стена ҫинче чӗтресе тӑрать, вӑл каҫхи пӗлӗт тӗслӗ кӑвак шпалерсем ҫинчи хӗрлӗ, вӑрӑм мӑйӑхлӑ китаецсен кӗлеткисене шӑлса тӑкасшӑн пулнӑ пек туйӑнать. Мӗнле-ха эсӗ капла? Лашасем картишӗнчен ҫӑмӑллӑн тапранса тухса кайрӗҫ. — Ярӑр мана, эпӗ хамах! Тӳррипех калатӑп, эпӗ унӑн сӑн-пичӗ мӗнле пулнине те тахҫанах манса кайнӑччӗ. Анчах, ҫаплах кала эсӗ ӑна, куҫа куҫӑн тӑрса паллашсан ҫеҫ шанӑҫ пама пулать, вара унӑн аллине чӗпӗтсе ил, — терӗ. Нумай тӗрлӗрен чечек пулать вӗсем ҫинче; анчах, леш тӗнчери вӑй сыхлатӑрах сана, пӗрне те ан тат. — Нимӗнех те мар, кунта ытлах хӑрушши ҫук, тухма пулать, Аксель… — Мӗнле, ваше благородие? — терӗ вӑл мана. — Манӑн паттӑрсем ху ҫине мӑйкӑч хурсассӑн, хӑрарӑн-и? Ак Румыние кайӗ, унта мӗнле те пулин ҫитӗ, — йышлӑн каяҫҫӗ-ҫке унта. Соня епле чипер тата! Робертс тӗрӗс пулнӑ. — Унтан старик, сассине хӑпартса, хӑйӗн сӑмахне влаҫлӑ тонна, ҫакӑн пек пӗтерсе хунӑ: — Ну, ӗнтӗ халь эсир, ун пек кун пексем, ни-ни-ни, ан ҫуйӑхӑр! Хӑв хваттерӳ, хӑв япалусем, туянма, хӑв шутланӑ пек суйлама, хӑв кӑмӑлланӑ пек вырнаҫтарма май пурри — ҫаксем пурте, паллах, ӗнер кӑна вӗренекен тенкелӗ ҫинче ларнӑ, чей ӗҫме тата ирхи апата юлташӗсемпе пӗрле стройпа ҫӳренӗ ҫирӗм ҫулхи ача чунне ҫӗклентерсе хӑпартлантармасӑр хӑварма пултарайман: вӑл, тӳррипе каласан, хӑйпе хӑй мухтанма та хирӗҫ марччӗ. Эсӗ юратрӑн пулсан… — Пӗтӗм чӗререн, — хушса хучӗ Берсенев. Санӑн пекарь сана мухтать, эсӗ ӑслӑ, тӳрӗ йӗкӗт, пурӑнасса та пӗччен пурӑнатӑн, тет. Нумайӑшӗсем ҫапӑҫура та лайӑххӑн пулса курман вӗт-ха, тар шӑршине те шӑршласа пӑхман, анчах машинӑсем — вӗсем… Кимӗ лӑймаланса ларнӑ чул ҫийӗпе сас-чӗвсӗр шӑвӑнса ярӑнса ҫеҫ кайрӗ. «Халь килсе ҫыпҫӑнччӑр-ха!» терӗ Андрей: «халӗ кам та пулин ҫаклантӑр-ха. Конституци проектне пӗтӗм халӑхпа сӳтсе явни, пурте пӗлеҫҫӗ, чылай нумай йышлӑ тӳрле-тӳсемпе хушавсем пачӗ. Хӑрасси те пулин! Пӗчӗкҫӗ, тарӑн мар ҫаврӑмра вӗтӗ пулӑсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем шыва хурҫӑ йӗпсемпе ҫӗленӗ пек курӑнаҫҫӗ. Том хӑлхисене тӑратсах итлерӗ, — пӗр сас-чӗв те пулмарӗ. Ҫак кӑвак инҫетре мачтӑсемпе пӑрахутсен трубисем курӑнаҫҫӗ, ҫил вӗрнипе, ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ. Эпӗ сана вӗлеретӗп, сатана! Корытов юлташ аллисене сарса пӑрахрӗ те: «Эпӗ ӑна сана юраттарма пултараймастӑп, анчах ҫапла шутлатӑп: ку вӑл саншӑн нормӑна тултарайманнипе пӗрех, эпир ӑна ҫапла ҫырса хурӑпӑр та…» — терӗ. Ахаль халӑхран тухнӑ француз тухатмӑшӗсем кунашкал самантсенче шӑп та шай Полесьери чипер кӑна ӑрӑмҫӑ мелӗпе хӑтланнине пӗлсен, пите те хытӑ тӗлӗнтӗм вара. — О! Эсӗ — колхоз председателӗ… Паллах, ҫак тӳрӗ кӑмӑллӑ джентльмен, тӗрӗс шухӑшлама пултаракан пысӑк ӑслӑ, чылай вӗреннӗ ҫын, эпӗ тӗрӗс те чӗререн каласа панине часах ӑнланса илчӗ. Профессорӑн ҫирӗп вӑйлӑ алли мана ярса тытать те таҫта тӗпсӗр ҫырана ывӑтса ярать пек. Эпӗ Трухачевские пуҫа сӗлтсе ҫеҫ сывлӑх сунтӑм. Кӗсре хырӑмӗ, ҫул тӑрӑх мӑшкӑл йӗрӗ хӑварса, шӑп та шай Тубянские ҫитичченех вулкан пек пӗрӗхтерсе пырать. Вӑл тарман-и вара? — Каҫарӑр, монсиньор! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Ҫак хушӑрах пирӗн ҫуртсемпе хамӑр таврара хӑйсен пултарулӑхӗпе пурҫӑн хурчӗсенчен нумай иртсе каякан хурт-кӑпшанкӑсем темӗн чухлех шутланаҫҫӗ; пурҫӑн хурчӗсем ҫип арлама кӑна пӗлеҫҫӗ пулсан, ҫак хурт-кӑпшанкӑсем вара ҫип арлама та, унтан тӗртме те пултараҫҫӗ. — Эпӗ сана каларӑм вӗт лайӑх япала тесе, лайӑхах пулать ӗнтӗ. — Мӗн калас тетӗн эсӗ, — эпӗ ӑнланмастӑп, — тенӗ вӑл юлашкинчен. Ерошка мучи — питех те кервен пӳллӗ казак: унӑн сарлака сухалӗ кӑн-кӑвак, хулпуҫҫисемпе кӑкӑрӗ ҫав тери сарлака; вӑрманта, ӑна никампа та танлаштарма ҫук ҫӗрте, вӑл лутра пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен унӑн вӑйлӑ пӗвӗн пайӗсем пӗр-пӗринпе килӗшӳллӗ, ҫав тери виҫеллӗ пулнӑ. Давыдов малалла каларӗ: — Эсӗ те ӗнтӗ, гражданочка, ан хӑра, пит-куҫна уҫах, хӑв мана ӗнер хытах кӳпкерӗн пулин те, сана никам та тивес ҫук. — Юнлӑ куҫҫулӗпе макӑрмалла пулӗ ак, пире вӗлернӗшӗн!..» терӗ. Суд туса айӑпланӑ ҫынна ҫаппа-ҫарамаслантарнӑ та хул хушшинчен вӗренпе ҫыхса склепа антарнӑ. Лаша кӳлсе тӑрат-ха, тата Разметнова кала, мана илме кӗтӗр. Горевӑпа пӗрремӗш хут тӗл пулнине Воропаев питӗ уҫҫӑн аса илчӗ, ҫав тӗлӗнмелли тӗлпулу фронтӑн хӑйне евӗр сайра пулакан илемлӗхӗнче пулса иртрӗ. Пӗрре кӑна, район центрӗнчен вӑтӑр ҫухрӑмра ларакан колхоза кайнӑ чух, ирхине, вӑл ӑна тивӗҫлипех курчӗ, ун чухнех вӑл хӑйне ҫапла каларӗ: «Акӑ вӑл! Унсӑрӑн, вӗсем мана уйӑх ҫурӑ хушши ҫаплах сӑнаса пурӑнас пулсан, эпӗ этем обществишӗн хӑрушӑ ҫын пулса тӑма пултаратӑп. Эпӗ ҫаплах-хе вӗсем мӗн хӑтланнине, мӗнле пӑхкаланине сӑнарӑм. Доктор, эсир мӗнле шутлатӑр, Триллине ҫак йытта ачашлама юрать-ши? Вӑл ҫинӗ хушӑра эпӗ те ҫав ӗҫех тума пултаратӑп. — Хамӑн, Алёша, — малалла ним калама аптраса, вӑл ӑшшӑн кулса илчӗ. Ҫав вӑхӑтра Олизар унӑн лапкипех ҫат ҫыпӑҫса тӑракан декольти ҫине пӑхнӑччӗ те, лешӗ вара нихӑҫан пулман тарӑнлӑхпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывлама тапратрӗ. — Ӑслӑ-ҫке, — тенӗ Миките, лаша ҫине пӑхса хӗпӗртенипе, — кӑркӑс лаши вӑйлӑ та — ухмах. Артур малалла ярса пусрӗ. Вӑл ӑна кунтан кӑларса ярӗҫ тесе шанса тӑнӑ. — Сискуаньяр ферминче, Азэ прихутӗнче, — терӗ хӗрарӑм. Эпир унпа калчасем ҫинчен, тырпул ҫинчен, хресченсен йӑлисем ҫинчен калаҫрӑмӑр… Кунпала мӗн тӑвӑпӑр-ха? Каллех алтса чикетпӗр-и? Ку ҫырава сан патна «тӗлӗнмелле чирлӗ ҫын» ҫырать. — Леҫсе памалла пулать… Бенедикт пиччене шыранӑ чухне Алвишпа ун тарҫисем факторне вӑрманпа сыпӑнтаракан каюра шӑтӑкне тупрӗҫ. Вӑл вӑхӑтра Ваҫили Андрейч ҫиелти тӑлӑппа кӗрӗкне салтса ярса аркипе витӗннӗ те кӳкӗрт шӑрпӑкӗсем кӑларса хурҫӑ коропки ҫумне сӗрнӗ, анчах ун аллисем чӗтренӗ, шӑрпӑкӗсем тивнӗ-тивменех, е тата лап пируска патне илсе ҫитернӗ чух сӳне-сӳне ларнӑ. Анчах мӗнлерех тӗлӗнтӗм эпӗ! Ленин вилни ҫӗршер пин рабочисене большевиксем туса хучӗ. Вӑл масленка тупса килнӗ ҫӗре пӑри хуҫӑлса та кайнӑ. — Хӗрача ӑна хайхи Мускаври хваттер уҫҫине кӑтартрӗ. Гусев хӑйӑрлӑ тӳремлӗхе анса ларчӗ. Джим япаласене ҫийӗнчех унта куҫарасшӑнччӗ, анчах эпӗ чартӑм, мӗн кирлӗ пире ялан каллӗ-маллӗ улӑхса анма терӗм. — Виҫӗ кружкӑшӑн! Пӗр Яков Лукич кӑна иртӗхсе кайнӑ вахмистершӑна лӑплантарма хӑтланса пӑхрӗ: — Ну, мӗн ҫухӑрашатӑн-ха эсӗ? Темиҫе минут иртрӗ, нимӗнле сасӑ та ҫук. Городцов шӑпланчӗ, чеен кулса илчӗ те, тарӑн шухӑша кайса, чылайччен калаҫмасӑр ларчӗ. Ниушлӗ тӗрӗс ку, сеньор? — Давыдов ура ҫине тӑчӗ, Макар патне ҫывӑхах утса пычӗ, хӑйне кура мар сивӗрех сассипе ҫапла ыйтрӗ: — Сталин ҫырӑвӗ, Нагульнов юлташ, вӑл — ЦК линийӗ. Ну, халь куратӑп: эпӗ, чӑн та, эсир сӑнама пултарнине ытлашши ҫӳле ҫӗкленӗ. Ыран ун патне кайӑп… Астӑвӑр: эпӗ шанатӑп сирӗн ҫине! Ку чул тӑвӑн арканми стенисем тинӗс варрипе ун тӗпӗнченех пӗлӗтелле хӑпарса каяҫҫӗ, вӑл лаппӑшпех пӗр чултан купаланнӑ. — Пӗр доллар. Пӗр доллар тӑрать вӑл. Вилӗм ман пуҫ вӗҫӗнче тӑрать, ҫапах Аверьяна вӗчӗ тытатӑп! — Пӑх-ха, ӑна ҫын вӗлерсе мӑкатса шӑллантарман вӗт; кинжалӗ тутӑхса кайнӑ, вӑл тутӑхса выртни пӗр кун ҫеҫ мар, пӗр ҫул мар, пӗр ӗмӗр анчах та мар… Евгенипе пӗрле хӑна килнӗ акӑ. Хисеплӗ йӑхри гуигнгнмсем мӗн пӗчӗкренех ырӑ кӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, вӗсем усал япала мӗн иккенне те ӑнланмаҫҫӗ. — Эсир ҫуранах-им? — ыйтрӗ унран Яков Лукич. Слободка ҫине юпасем пек ҫӗкленнӗ ҫӳллӗ хура мӑрьесем салхуллӑн, тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ. — Акӑ справка, эсӗ, Разметнов, ун ҫине хӑвах алӑ пуснӑ. Анчах вӗсен турӑ умӗнче тӳрре тухма сӑлтав пур… Вӑл походра князь хӑй пулать, тесе ҫырнӑ. — Усал турат, — терӗ Гро-Ален. Агитколонна составӗнчисем пӗр вунпилӗк ҫын, калаҫкаласа, вырнаҫса ларма пуҫларӗҫ, иккӗшӗ — лашисем патне пулас, картишне тухрӗҫ. Огнянов ӑна куҫран пӑхаймарӗ, вӑл стена еннелле ҫаврӑнса хӑй сӑмахне тӑсрӗ. Хӗрсе кайсан ҫын мӗн каламасть. Ача каласа кӑтартнисем ҫулҫӳревҫӗсен кӑмӑлӗсене ҫӗклентерсе ячӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем йӗри-тавра пухӑнчӗҫ те ӑна савӑнса кайсах итлесе лараҫҫӗ. Анчах кунсем иртсе пынӑ, ҫӑмӑллӑхӗ палӑрман, — Морис Джеральд ун чӗрине ытла та хытӑ кӗрсе вырнаҫнӑ. Эпӗ вӗрентӗп ку чарусӑр сысна ҫӳрине. Тен, вӑл хӑй те пӗлсех каймастчӗ пуль-ха, Марья Васильевна Кораблев мӑшӑрӗ пулма килӗшменшӗн савӑнмаллаччӗ-ши, кӳренмеллеччӗ-ши. Калас пулать, вӑл пит лайӑх ӗҫлет, эпӗ калама ҫук аван ӗҫлет тенӗ пулӑттӑм! Тинӗс ҫийӗ майӗпен ҫутӑла пуҫларӗ; горизонтпа тӳпери пӗлӗтсем хушшинче ҫутӑ ярӑм сарӑлсах пычӗ, хумсен тӑррисем кӑпӑксен сирпӗнчӗкӗсемпе йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ. Ҫак пукана суд председателӗ валли тесе шӑпах тӗттӗм пӳлӗм алӑкне хирӗҫ лартнӑ. Америка «тигрӗ» — ягуар, сунарҫӑсем ытлашши йӑлӑхтарса ҫитерсен, йывӑҫ ҫине тарса пытанать. Оркестр калама чарӑнчӗ, шӑв-шав илтӗнми пулчӗ. Манӑн эсир мӗнле вуланине курас килет. Халӗ кӗскеччӗ-ха унӑн ҫӳҫӗ, ҫӳҫтунисем те кӗскеччӗ те кулӑшлаччӗ. Вӗсем тӗл пулнӑшӑн хӗпӗртенӗ пекех, вутти сасартӑк хаваслӑн ҫатӑртатса илчӗ, ҫунма пуҫларӗ. Шӑтса пӗтнӗ труба витӗр хӗмсем, йӑлт-йӑлт курӑнкаласа, ирӗкелле вӗҫме тытӑнчӗҫ. Дисциплина тата — службӑри кӑна та мар, хӑвна ху дисциплинӑна пӑхӑнтарма пултарни те! — Полковник вырӑнтах ҫар сучӗ тумашкӑн пур майсемпе те тӑрӑшӗ, унтан вара вӑл: суда хулари канлӗхе сыхламашкӑн тунӑ тесе, хӑйне тӳрре кӑларӗ. Анчах Талькав чарӑнса тӑма хушмарӗ. Пуҫҫапса пӑхнӑ эпӗ. О, мӗнлерех хитре эсӗ! — Боримечка йӑнӑшмасть вӑл, ачам, — хыттӑн персе ячӗ Боримечка хӑех. Йытӑ ун еннелле пӑхса вӗрсе илчӗ. Каччӑн аслати пек сасси ӑна пӑшӑрхантарчӗ пулмалла. Марко наукӑна турра ӗненнӗ пек ӗненет, ун пирки тава та кӗмест. — Ах, ырӑ турӑ амӑшӗ! — пӑшӑлтатрӗ Марыся. Марья Кириловна вырӑнтан тапранмасӑр тӑрать. Вӑл иккӗленме юратнӑ, яланах темӗнле пысӑк инкек пуласса кӗтнӗ, хурлӑхлӑ япала ҫинчен аса илсенех макӑрса янӑ… О, эпӗ хама хам алла илме пултарсан! Ҫапла вӗсем пӗр вунӑ ҫухрӑма яхӑн кайрӗҫ. — Лайӑх герцогиня, — тавӑрчӗ Аркадий: — пӗрре курсах иксӗмӗр пек чаплӑ аристократсене хӑй патне чӗннӗскер. Мантикора йывӑҫсем патне вӗҫсе ҫитсе турат ҫинчен турат ҫине вӗҫме тытӑнсан, ӑна шӑвӑҫ ешчӗкри коллекцири чи чаплӑ илемлӗх туса хурас шанчӑкпа сывпуллашмалла та пулӗ. Кай, каҫару ыйт, кая юличчен. Темиҫе ҫинҫех мар сасӑсенчен тӑракан аккорд темӗнле тарӑнраххӑн, таҫта хыҫаларахра илтӗннӗн янӑраса тӑрать, ҫав сасӑ умнерех вара, уҫӑмлӑрах та вӑр-вартарах вылянса, сиксе-чӗтренсе, ҫинҫе сасӑсем чӑнкӑлтатаҫҫӗ. Ун пек ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем сайра-пӗрре кӑна тӗл пулаҫҫӗ, имӗш. Унтан ырри тӗнчере нимӗн те ҫук! Анчах астрономсем кунта Уран планетӑна тӗрӗс ҫултан пӑрӑнтаракан темле паллӑ мар сӑлтав пур тесе шутланӑ. Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетрен эпир хамӑр шаландӑпа кайрӑмӑр, питӗ тӗттӗм пирки эпир те ҫав ванчӑк пӑрахута асӑрхайман — ун ҫине пырса тӑрӑнаттӑмӑр; анчах эпир пурте ҫӑлӑнтӑмӑр, Билл Уиппл кӑна… мӗн тӗрлӗ лайӑх ачаччӗ? Вӗсем хӑрушӑ синкертен пуҫланаҫҫӗ: Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулин тӗп хӳтлӗхне ҫӗр чӗтретсе аркатать, нумай-нумай ҫӗр лаптӑкӗ океан тӗпне анать, тинӗс хумӗсем Йӑрӑм-йӑрӑмлӑ Ҫӗлен ҫӗр-шывне яланлӑхах уйӑраҫҫӗ. Эсир манпа вылявла хӑтланасшӑн? — Ну, ну, ну, асту! — кӑшкӑрса ячӗ Ковалев. Князь ун ҫинчен чаплӑ канаш паракан ҫын пулнӑ тесе ҫырать. Вӑл ытла пӗтсе, шурса кайнӑ, пит-куҫӗнче ӗлӗкхи хаярлӑхне ҫухатнӑ, темле ҫӗнӗ сӑн пур. Тепӗр кун пӗчӗк утрав ҫине тепӗр взвод ӑсатнӑ: Мату-Арори туземецсене пӗтермеллех пулнӑ. Пӗр алӑкӗ — кӗленче. Пурӗ те виҫӗ хутчен анчах пулнӑ. — Ҫапла, тусӑм, пит лайӑх мар япала. — Вара, амӑшӗ патне сиксе ӳксе, пӗшкӗнсе, савӑннипе тухнӑ куҫҫульне юхтарса, унӑн пӗркеленчӗк, нумай ҫул хушши ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫленипе хытса кайнӑ аллине чуп тума пуҫларӗ. Пӗтӗмӗшпех каласа пама пултаратӑн! Унтан, ларнӑ ҫӗртех, кӑвакарма тытӑннӑ пысӑк пуҫне суллантаркаласа, каллех кӑтӑш пулса кайрӗ. Йывӑр урапасем тумхахсем ҫийӗн тӑнкӑртатаҫҫӗ, сӑнчӑрсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, хӗҫсем ялтӑртатаҫҫӗ; хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвел ҫӗкленсе тухать. Ҫапла пулсан та вӗсем ӑна юратма пултарайман. Вӑл хул хушшине темле ҫыхӑ хӗстернӗ, ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑ, ури чӗркуҫҫи таранах пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ. — Бяла Черквара вӗсене варне витернӗ пулмалла. — Ваше сиятельство, — терӗ тарҫӑ, малти пӳлӗме кӗрсе, — Филипп ыйтма хушрӗ: ӑҫта персе чикнӗ-ши эсир ун чӑпӑрккине? — Сирӗн Сен-Малона каймалла пулас. Трюфельсем пулма та, пулмасса та пултараҫҫӗ — ку вӑл ӑнсӑртлӑхӑн юнтармӑшла та самаях ула-чӑлалла вылявӗ. Эсӗ нихҫан та нимӗн ҫинчен те шухӑшламастӑн, хӑв ҫинчен тата савӑнса киленсе ҫӳресси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑн. Хӳтӗленекенсем виҫҫӗмӗш хута хӑпарса ҫитсенех, вӗсен чи малтанхи ӗҫӗ баррикада тӑвасси пулнӑ; кунтан тухма вӗсемшӗн урӑх ҫул ҫук. «Ку та пит маттур, ӑна тӑшман парӑнтарас ҫук, Остап пекех мар, ҫапах маттур, маттур козак!» тет ватӑ Тарас тӗлӗнсе. Чӑн-чӑн мар-им? Койотсем карталанса тӑнӑ хушӑра шыв патне кайма май килмен — вилӗмрен хӑрамалла пулнӑ. Чӗнмерӗҫ. Эпӗ тепӗр хут тартӑй та Староконстантинов хулине ҫитрӗм. — Кун пек пурӑнма пултараймастӑп! — ӑнлантарса пачӗ Костя. Анчах ҫапах та хӑш чухне пирӗн ҫул чӑнкӑланать, юхан-шыв хыттӑн шавласа юхать, ҫав юхӑмпа пӗрлех эпир те аяла анса пыратпӑр. Анчах Том мӗн каланине илтсен, вӑл унпа килӗшрӗ: ирсӗр ӗҫсем туса пурӑнасси тата лайӑхрах та усӑллӑрах, терӗ, ҫавӑнпа вара вӑл та пират пулма шут тытрӗ. Йывӑҫсене пӗтернӗ хыҫҫӑн тӑпра ҫиелти сийне ҫӑмӑр шывӗ юхтарса кайнӑ пирки ҫара хӑйӑр тӑрса юлнӑ. Ҫӑл хуранӗ патӗнче ҫеҫ мӑк, упа курӑкӗ, тата ҫӑра та ҫӳлӗ вӑрман пуҫланса каять. Хӗрринчи килхушшинче кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан шӑн кӗпе-йӗм: кӗпесем пӗр хӗрлӗ кӗпепе тепӗр шурӑ кӗпе, пӗр йӗм, тӑла тата юбка ҫилпе силлене-силлене ҫапӑннӑ. Ҫынна ҫи-пуҫ ҫав териех улӑштарнине хальччен пӗлменччӗ эпӗ. Ну, халь эпӗ те ҫаплах шухӑшлатӑп, ҫӗнӗ уйӑх ҫине сулахай хулпуҫҫи урлӑ пӑхассине унччен эпӗ чи ухмахла тимсӗрлӗх вырӑнне ҫеҫ хураттӑм. Ҫапах та, пӗр хӑрушлӑх пулнӑ, ҫакна вӑл малтан астуман-мӗн. Укҫине тӳлерӗ, ман ӗҫе мухтарӗ те мӑкарич лартрӗ, кӗпчек илме килнӗ тарҫисене чӗнчӗ. Автор Лагадӑран тухса каять. Вӑл ҫукки сисӗнет, анчах халь вӑл ҫакӑнтах пулсассӑн та телей пама пултараймасне, унсӑрӑн чухне пусӑрӑннӑ асапа тепӗр хут вӑратасса Петр лайӑхах ӑнланать. Ҫак ултавҫӑсем каллех «Жирафа» хута ярасшӑнччӗ — пит пысӑк услам парать-ҫке вӑл — анчах хӑракаласа тӑчӗҫ: ӑнсӑртран, тен, сас-хура кунта та ҫитнӗ? Ҫук, пан полковник кӑна тӳсме пултараймасть. Вӗсем, тенӗ, пӗтӗм тӗнчере чи пуҫтах юланутҫӑсем… Ӑна никам пӳрнепе те тӗкӗнес ҫук. Павел патӗнче Николай Весощиков ларатчӗ, вӗсем виҫҫӗшӗ — Андрейпа пӗрле — хӑйсен хаҫачӗ ҫинчен калаҫатчӗҫ. Вӑл часах ачасем хӑратнипе каялла ишсе пынӑ. Пӑр ҫинче хӑнтӑр тунӑ шӑтӑка тупса, ҫак шӑтӑк витӗр вӑл хӑнтӑр йӑвине кӗрсе вырнаҫасшӑн ҫыран хӗрринелле пынӑ. Никифорычӑн хреснай хӗрӗ пулать. Нихҫан та пулас ҫук ук пек! Апла пулсан, комета хӳри, Ҫӗре явса илсе, пӗтӗм халӑха, чӗрчунсене вӗлерме пултарать. — Эсир чӑнах та пӗлтӗр… Самантлӑха вӑл вырӑнтан та хускалмарӗ, унта-кунта пӑхкаларӗ те: салтаксем ним пулман чухнехи пекех шинелӗсене тӳмелекелесе блиндажран тухнине курчӗ. Анчах пирӗн урӑх май тупма тивет. Апла тума кирлех мар. Ӗҫ вӑл — ултав, тет… Старик ачасене хӑтарса аван ӗҫ турӗ; эсир те старике хӑтарса аван ӗҫ турӑр; ҫынсене лайӑх ӗҫшӗн асаплантарса вӗлерме пуҫлаҫҫӗ пулсан, пурте шуйттан шӑтӑкне кайтӑр! Бомбисем час-часах е нӳхреп патӗнченех ирте-ирте кайрӗҫ, е нӳхреп умӗнчех ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ. Эсӗ директор хӗрӗ хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн вӗт! Кустӑрмасем васкавлӑн кӗмсӗртетни, лаша урисем тӑпӑртатни тата становой сасси Рыбинӑн сӑмахӗсене пӑтраштарса путарса лартрӗҫ. — Ав епле эсӗ, — терӗ пиччӗшӗ, йӑл кулса. Вӑл аялалла пӑхрӗ те нимӗн те каламарӗ. Эпӗ манӑн пит шухӑш-кӑмӑла палӑртать, ӑслӑ тата сӑпайлӑ тесе калаймастӑп. — Хӑрушӑ ҫав, сирӗн преосвященство. Амӑшӗ патне пуринчен малтан Сизов старик пычӗ те, каялла пӑхса илсе, хуллен кӑна:— Илтрӗн-и, амӑшӗ? — тесе ыйтрӗ. — Сухаҫӑсем ӑҫта вара? Эсир ҫакна йышӑнатӑр пулсан, эпӗ хамӑн ытла та вӑрӑм калавӑмшӑн хӗпӗртенӗ те пулӑттӑм. — Доктор, ҫак сӑмахсем суя иккенне ӗнентерес тесе сире эпӗ вӑрттӑн кӑна калам-ха, ыран эпӗ Кисловодска тухса каятӑп… Юр вӗҫтерме пуҫларӗ, урам тӑрӑх утакансен куҫӗсене, ҫӑварӗсене, хӑлхисене кӗрсе каять вӑл. — Мӗн вӑл хӗрарӑм? Военврач Мировольский, уҫӑ чӳрече умне пӗр кружка сивӗ сӑра тытса ларнӑскер, Мересьевпа унӑн ҫулӑм ҫӳҫлӗ мӑшӑрӗ ҫинчен куҫ илмерӗ. Воропаевӑн хӑйӗн те кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ. Ҫӗлен тирне тытни мӗншӗн хӑрушӑ Ирхи апат хыҫҫӑн манӑн леш вилмӗ ҫын ҫинчен, ӑна мӗнле вӗлерни ҫинчен калаҫас килчӗ, анчах Джимӑн кӑмӑл пулмарӗ. Ҫитменнине тата, юрату вӑл… суя туйӑм. — Чӑнах та-и? — Сире мӗн кирлине пурне те тӑвӑп эпӗ! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӑл ак ҫакӑнта камин патӗнче тӑратчӗ. Эсӗ урайӗнчен тапса ҫӳлелле сикетӗн, анчах тепӗр секундранах каялла урайне ӳкетӗн. Кӗнекесем кирлӗ пире… Ҫывӑрса тӑрсан, эпир хурах шайки ҫӗмрӗк пӑрахут ҫинче ҫаратнӑ япаласене пӑхрӑмӑр; темӗн те пур унта: атӑсем, утиялсем, хӗрарӑм кӗписем, ытти япаласем те, кӗнеке нумай, инҫете пӑхмалли труба, виҫӗ ещӗк сигара. Анчах лешӗ, Крэнкбиль каланине итленӗ май, пӗрмай пуҫне сулкаласа тӑнӑ, шансах кайман вӑл Крэнкбиле, хутсене пӑхкаланӑ май мӑкӑртаткаласа илнӗ: — Хӑ! — Эпӗ ҫав ята илтнӗ пулас. Эсӗ тин ҫеҫ сывалтӑн, эпӗ вара сана ҫак вӑхӑтченех вӑрманта тытса тӑратӑп. Кӑна эсир хӑвӑр та тӗтревлӗн туятӑр… вара ҫав туйӑма намӑс вырӑнне хуратӑр. Уру династийӗн ҫар пуҫӗсем хӑйсен ҫӗрне сарнӑҫемӗн сараҫҫӗ: хӗвел анӑҫӗнче вӗсем куҫса ҫӳрекенсене вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, Лӑпкӑ океан хӗрринче ҫӗрпе чулран пирамидӑсем ҫӗкле-ҫӗкле лартаҫҫӗ. Оклендра вӑл кӑлӑхах урӑх ҫынсене тара тытасшӑн тӑрмашрӗ: ирӗклӗ моряксем пурте ытти карапсем ҫинчи ӗҫе пуҫӑннӑччӗ ӗнтӗ. Пӗртте суймастӑп. — Ҫук, асӑрхайманнипе кураймӑн теместӗп, санӑн ҫивӗч куҫусем куҫҫульпе тулса ларӗҫ, ҫавӑнпа кураймӑн… — Авӑ мӗнлескер иккен эс, — хыттӑнах мар кулса ячӗ килнӗ ҫын. Халӗ ҫеҫ ҫав кӗске сӑмахсем мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илтӗм. Хӑрушлӑх ҫитсе ҫапсан, тискер кайӑк е этем, тарӑхса ҫитнӗскер, пурне те тӗп-тӗрӗс, васкамасӑр, анчах пӗр минута та сая ямасӑр тума пуҫлать, пӗртен-пӗр тӗллеве ҫеҫ пӑхӑнса ӗҫлет. Шӑп хӑна, хам валли ҫӗлетнӗ пекех. — Татаринов капитан Ҫурҫӗрти тинӗс ҫуде Российӑшӑн мӗнле пысӑк усӑ кӳнине хӑй пӗтӗмпех ӑнкарса илнӗ, — терӗм эпӗ, — ҫав ҫула нимӗҫсем пӳлсе хурасшӑн хӗрӗннинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Ку мӗн? Вӑрлӑхлӑх тырӑ-и? Халӗ ӗнтӗ ӗҫ питех хӑвӑртах та пулса пымарӗ, анчах ҫапах та малалла шукаласа пычӗ. Кунтан пирӗн киле ҫитме чӗрӗк миль те пулмасть. Плошадьре, кивӗ тӑрӑллӑ илемсӗр чиркӳ патӗнче, хулара халиччен пулман япала пулса пынӑ. — Суя, — терӗ татӑклӑн Кирила Петрович, — халех эпӗ пӗтӗмпех тӑрӑ шыв ҫине кӑларатӑп. Мана ҫул ҫинчен аяккалла тӗртрӗ те ҫавӑн пекех чаплӑн та ерипен малалла утрӗ. Ҫакӑ арҫын ӗҫӗ-и вӑл? Мухортый, кӗсререн юлас мар тесе, ун хыҫҫӑн хытӑ чупнӑ. — Ҫапрӑм. — Ҫапла вара, вӗсем Румынире капитализма сирпӗтессишӗн тата совет влаҫӗ туса хурассишӗн калаҫнӑ. Чуна кӳрентермелли те нимӗн те пулман пулӗччӗ! «Мӗн тери шел, Варенька мӗншӗн илемсӗр-ха, вӑл мӗншӗн Сонечка мар-ха, — шухӑша путрӑм эпӗ пӳлӗме пӗччен тӑрса юлсан, — университетран тухнӑ хыҫҫӑн вӗсем патне килсе, ӑна качча тухма сӗнесси мӗнешкел лайӑх пулмалла. Кунта эпӗ пӗччен». Эпӗ алӑка уҫасшӑн та марччӗ, анчах чӗнекен ҫав тери ачаш сасса итлемесӗр мӗнле чӑтса тӑрӑн-ха? Утасса вӑл пуҫне пӗр хускатмасӑр утнӑ, унӑн сӑмси ҫинче хулӑн кантӑклӑ куҫлӑх пулнӑ пулсан та, вӑл курман, хыпашласа, урайне туйипе шаклаттарса, сылтӑм аллине малалла тӑсса шунӑ. Пӳлӗме Людмила кӗчӗ; вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка тачӑ хупрӗ те Власова ҫинелле пӑхса калаҫма тытӑнчӗ: — Эсир паллакан ҫыннӑн, урӑх тумтир тӑхӑнса, ман патран май килнӗ таран хӑвӑртрах тухса каймалла. Казаксен пуҫӗ тӗлне ҫитсен, вӑл вӑрман еннелле пӑрӑнчӗ, йывӑҫ патне вӗҫсе пынӑ чухне вара, ҫуначӗпе ҫунатне кашни сулмассеренех перӗнтерчӗ, унтан, ватӑ чинара ҫине ларма хӑтланса, нумайччен тӑрмашрӗ. Акӑ мӗншӗн айӑплатпӑр эпир сана. Эпӗ ҫын ҫук тӗлте пӗччен юлас пулсан, хамӑн тасалӑха упраймастӑм. Хапӑл тусах каятӑп. — Щукарь мучи тарласа кайнӑ ҫамкине ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ, куҫӗсене мӑчлаттарма пуҫларӗ. Курччӑр вӗсем эпир тӑшмана мӗнле тавӑрнине, — тесе каласа панӑ. Эсир калама ҫук улшӑннӑ. «Мӗн ку?» ирӗксӗрех ыйтрӗ художник. Юлашкинчен вӑл ту ҫыннисенчен нихӑшӗ те лайӑх шӑхличӗ тума пултарайманнине тӗппипех ӗненсе ҫитнӗ те ҫавнашкал иртен-ҫӳренсене чунтанах ҫилленнӗ, вара хӑй аллипе хӑй шӑхличӗ тума шут тытнӑ. — Йӑнӑшмастӑн-и эсӗ, Роберт? — ыйтрӗ Гленарван. Ҫӗрӗк те нӳрӗ курӑк ҫийӗпе вӑл калта пек хӑвӑрт шуса кайрӗ. Саккӑрмӗш хут тухсан кӑна, тул ҫутӑлас умӗн, ӗне карти алӑкне уҫса яричченех ун хӑлхине тарӑннӑн та йывӑррӑн йынӑшнӑ сасӑ кӗрсе кайрӗ. — Эсир хӑвӑр та жулик таврашсем, ҫавӑнпа та жуликсене ирӗк паратӑр… — терӗҫ. Вӑл кивӗ ӗмӗрӗн юлашки ҫыннийӗсенчен пӗри пулнӑ. Вӑл, пӗтӗм хастарлӑхне пухса, ҫине тӑрса, совет влаҫӗн пирвайхи кунӗсенчех завод администрацинчи пысӑк ҫынсене, большевиксем ҫине шӑлӗсене хӑйраса вӑрттӑн пытанса юлнисене, ҫӗмӗрме тытӑннӑ.. Икӗ енчен те вилӗм кӗтет! — тесе пӑшӑлтатрӗ Гленарван, ҫӗнӗ инкеке курса ним тума пӗлмесӗр. Шухӑшласа пӑхсан та ара: авланнӑ пиччесем кӑна виҫҫӗ пулнӑ манӑн. — Кунта! — Кӑвар ҫинче ларнӑ пек лартӑм… Ҫак кун питех те вӑрӑма тӑсӑлчӗ! Анчах Тихон хӑратма та шутламан пек пулчӗ, Артамонов ӑна пӑрттакках туйрӗ. Унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: тен, ҫав тӗлӗкре ҫеҫ пулнӑ пулӗ, терӗ вӑл. Эсӗ, Душенька, кирек мӗнле тум-тирпе те лайӑх! Анчах унӑн пӗр лайӑх мар йӑла пурччӗ: укҫашӑн вилсе каятчӗ вара. Темиҫе сехет хушши утнӑ хыҫҫӑн вӑрман хӗрринчи пӗр ялӑн унта та кунта сапаланса ларакан ҫурт-йӗрӗсемпе чиркӳ тӑррине курчӗ. Унӑн ҫиесси килет; вӑл вара тӳрех ялалла утрӗ. Вӗсенчен пӗри — яш ача, пӗр ҫирӗм ҫул та тултарайманскер пулӗ, тепри — унтан пӗр ҫичӗ ҫул аслӑрах ҫамрӑк ҫын. — Атте, шывпа тата инҫе каймалла-и-ха пирӗн? — ыйтрӗ Марыся. Йӑрӑмлӑ кит ҫухалнӑранпа ним те ун лӑпкӑлӑхне пӑсмарӗ. — Синьор Риварес! — чӗнчӗ ӑна ун ҫывӑхӗнче ларакан Джемма. Паян большевиксем хушшинче ӗҫ хӗрӳллӗ пырать: «цейсе» бинокль витӗр вӗсен чаҫӗсем куҫкалани курӑнать. — Хама ҫаплах хӑвалаҫҫӗ, акӑ ҫитсе те пыраҫҫӗ, ниҫта кайса кӗме ҫук пулса тӑчӗ. Тухтӑр куҫарса пачӗ. — Акӑ мӗн, атьсем, — васкаса каласа хучӗ Кузьмичов ҫавӑнтах, — илӗр-ха эсир ман йӗкӗте хӑвӑр пата! Павел хулпуҫҫине кӑна хускаткаласа илчӗ. Джо патакпа хӑйӑра тӗрткелесе тӑчӗ, унӑн сӑн-пичӗ питех те салху. Ҫапла тарӑхса кӗтнӗ вӑхӑт мӗн чухлӗ иртрӗ-ши, ҫавна вӑл хӑй те калама пултараймарӗ. Вӗсене куҫӗ умӗнче апла та капла тыткаланӑ май, ӑнсӑртран вӑл пӗр кӗленчене тепринпе хирӗҫ тытнӑ та, сасартӑк инҫетри чиркӳ тӑрри ӑна питӗ ҫывӑхра пек курӑнса кайнӑ. — Апла пулсан, манӑн ӗҫсем питӗ те лайӑх-мӗн, эмелленме те кирлӗ мар, — тесе шӳт тума хӑтланчӗ Павел, анчах шӳчӗ кулмаллах тухмарӗ. — Манӑн чӗрӗк долларлӑх пӗр кивӗ суя укҫа пур, — терӗм эпӗ, — ниҫта та илмеҫҫӗ ӑна, мӗншӗн тесен кӗмӗлӗ витӗр пӑхӑрӗ палӑрать; апла мар пулсан та, ӑна ниҫта та йышӑнмаҫҫӗ — ҫав тери йӑпӑлка вӑл, салӑ сӗрнӗ тейӗн; вӑл суй укҫа иккенне тӳрех пӗлеҫҫӗ. Сасартӑк пирӗн ямшӑк таҫта аяккалла пӑхкалама тытӑнчӗ. Унтан ҫӗлӗкне хыврӗ те ман еннелле ҫаврӑнчӗ:— Каялла таврӑнма хушмӑн-и, барин? — тет. Артистсем каллех тинӗс хӗррине, тӑвалла, ҫав ҫулпах малалла утрӗҫ. Ҫавнашкал пӗр енлӗ, сивӗ шухӑш-кӑмӑла хам хаклама пултарнине ӑнланма та халь хӗн. Пуҫламӑшӗнче те, кайран та, эпӗ хам умра та, вӑл хӗр умӗнче те суеҫтермен. Вӑл халӗ те ҫӑмӑл ӗҫ, анчах эпӗ хам та мӑлатук айне лекнӗ. «Илтетӗр-и, — терӗ голова хӑйӗн юлташӗсене, мӑнкӑмӑллӑн ҫаврӑнкаласа: — пирӗн пата, ман патӑма ӗнтӗ, комиссар хӑй килет, апат ҫиме кӗрсе тухать. — Юрать, мӗнле те пулин вырнаҫӑпӑр, — терӗ Рита. Вот тӗлӗнмелле ҫын пулнӑ Гарибальди, — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн. — Эпир пурте свидетеле тӑратпӑр, — яра пар! Этеме ҫухатнишӗн хурланни усаллӑн хирӗҫсе тӑракан туйӑма мӑкатнӑ, ҫав вӑхӑтрах, хӑй чысланӑ хӗрарӑм алтанлӗхлӗ иккенне пӗлни Фомана ун патне тата та вӑйлӑрах туртнӑ. Ӑна хирӗҫ никам та нимӗн те шарламарӗ, казаксем ҫийӗпе каллех лӑпкӑ пирӗшти вӗҫсе иртрӗ. Ҫавӑнпа Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем ҫав тери ывӑнса ҫитсен ҫес чарӑнса канма шут турӗҫ. — Петрушка лакея пӗлетӗн-и? Вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пӗтерме урӑх шутламарӗ, ун ҫинчен ытлашши шухӑшламарӗ те, мӗншӗн тесен ун пурнӑҫӗ пурпӗрех ҫапла пӗтесси уҫҫӑнах паллӑ пулнӑ. Унтан хуткупӑспа ташӑ кӗвви калама пуҫлаҫҫӗ те:— Грегораш, Скворцов, ункӑ варрине! — командӑлать фельдфебель. Ырӑ ҫыннӑм! Салтакӑн куҫӗсем ҫав сӑмахсене вӑл каланине хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ. Кунхинче мана артистсем хӑйсем патне кӗртрӗҫ, ӗҫ те пачӗҫ: пӗр хӗрачана раввин пек сӑрласа яма хушрӗҫ. — Калаҫ-ха тата! — мӗкӗрсе пӑрахнӑ вӑл. Лайӑх пӳлӗм йышӑнчӗ вӑл, фотограф-художник ҫемйи те юратать ӑна. Ҫӗнӗ Зеландин иртнӗ кунӗсене вӑл мӗнпур вак-тӗвекӗсемпе аса илесшӗн тӑрӑшать, ҫапла вара хальхи шыравҫӑ, е калӑпӑр, моряк ҫав утравсене континент теме пултарнипе пултарманнине ӑнланса илесшӗн тӑрӑшать. Вӗсене вӑл королевӑна кӑтартрӗ те хӗрӳллӗ хусканусемпе пӗлӗтсем хӗвел-анӑҫнелле ишнине, унтан, ҫаврӑнса, каллех Казондене хӗвел-тухӑҫӗнчен килнине, ҫак ҫаврӑнӑҫа ним те чарма пултарайманнине кӑтартрӗ. — Сывлӑх сунатпӑр, Яков Лукич. Хай йывӑррӑн сывлать, ҫав минутра вӑл, тем сарлакӑш чарӑлса кайнӑ хаяр куҫлӑ, курпун сӑмсаллӑ та шӑлне йӗрсе пӑрахнӑскер, йӑлтах пӗр-пӗр усал, ҫиллес те мӑн кӑмӑллӑ вӗҫен кайӑк пекехчӗ. Вилес умӗн Топал-Хасан юлашки хут тапкаланса илчӗ, унтан шӑпланчӗ, — ҫапӑҫнӑ хушӑра Кралич унӑн кинжалне туртса илнӗ иккен те тӑшманӗн пырне касса татма ӗлкӗрнӗ. Вӑл юриех ыратнӑ пек тӑвать те кӑшкӑрма пуҫлать: «Ачасем, сирӗн аҫӑр мана хӗнет!» Негр тул енне тухрӗ пуль тесе шутларӗ ҫеҫ Дик, сасартӑк шывран Бат пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Вӑл сулӑнса кайса пӗр юпа ҫумне таяннине Говэн сасартӑк асӑрхаса илчӗ: вандеец аманнӑ пулас. Ачасем ҫӑвар карса тӑнӑ вӑхӑтра вӑл хӑюллӑнах пирӗн хутлӑха ыткӑнса кӗрсе тӑчӗ, мана ҫавӑрса илсе пӗтӗм вӑйӗпе тӗртсе ячӗ, эпӗ ирӗксӗрех койка ҫине кайса лартӑм. Ытти ҫӗрте тимӗрҫӗ пек маттур йӗкӗт тупӑнайӗ-ши! Тӗрӗксем хушшинче пайтах пурӑнса, Огнянов вӗсен чӗлхине те, йӑли-халине те пит аван пӗлсе ҫитнӗ. Эпӗ ӑна йышӑнтӑм. Бенедикт пичче кун хыҫҫӑн та кӑштах калаҫрӗ-ха. — Сэр, капитан Смоллетт сирӗнпе калаҫасшӑн, — терӗ. Турцире Садык патӗнче те пулса курнӑ. Анчах эпӗ сасартӑк калама ҫук йӗрӗнсе кайрӑм. — Ия, пӗлетӗп. Халь ак татах тарса ҫитме шутланӑ та, ӑна вилӗмрен каҫарас пирки сӑмах та пулма пултараймасть. — Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, эпӗ кунта сирӗн священникӗрсенчен пӗри кӗлтӑвать пулӗ тесе шухӑшларӑм. Анчах хам кӑмӑла Джима хирӗҫ ҫавӑракан самант пӗрре те аса илеймерӗм, пачах урӑхла. — Вуласа пӑх-ха, хӑвах курӑн, — терӗ Савельич. Ҫӗре ӗмӗртен юратса пурӑнакан мужиксем, ним тума аптӑраса, час-часах ҫав татӑксене ылханнине те курнӑ… Анчах эпӗ вулаймастӑп ӑна ҫак тӗттӗмре. — Лар, Сергей, — тесе хистет ӑна Дорошенко, ҫурӑмӗ тӗлӗнче ҫунса шӑтнӑ шинель тӑхӑннӑ красноармеец. Трактира килнӗ-им? — хыттӑн та ҫиллессӗн каласа хунӑ Фома. Ҫанталӑк вӑл кун сивӗ пулчӗ, ҫунат ҫинчи термометр вуникӗ градус кӑтартрӗ. — Упӑшка! — пӗр шухӑшламасӑрах, хӗрӳллӗн персе ячӗ Марийка. Вӑл ӑна хӑлхаран: «Пуҫтахланса ан сӗкӗн, ухмах! Ҫак лайӑх ҫынсем Уэлдон миссиспа, хӑйсем ҫав тери хисеплекен хуҫа арӑмӗпе, хӑйсене питех те евӗклӗ тыткаларӗҫ. Хулана иртенпех йышӑнса тӑракан шуррисемпе ҫӗрле кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитнӗ кӑваккисем хушшинче вӑйлӑ тытӑҫу пулнӑ. Артамонов ҫаксене пурне те йӗркеллӗ япала, тесе шутланӑ, — пупӑн ҫавӑн пек пулмалла та ӗнтӗ. Ӗнтӗ кирек кам та ҫак йывӑр вӑхӑта ҫӑмӑллатасшӑн. Питех те шел, кун ҫинчен кӑшкӑрмалла марччӗ, шухӑшласа ҫеҫ илмеллеччӗ! Вӑл ӗмӗрне те ҫын вӗлермен. — Ҫула, тусӑм! Хӑвпа калаҫма, хӑв ҫине пӑхма та пулин ирӗк парсам!» Ситановӗ вӑранмарӗ. Ашшӗ, ним шарламасӑр, ун ҫывӑхне вырнаҫрӗ. — Ой, ман ача! Мускава Мересьев ку таранччен журналсемпе хаҫатсенчи фотографисем тӑрӑх, кӗнекесем тӑрӑх, кунта килсе курнӑ ҫынсен калавӗсем тӑрӑх, ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче Кремль ҫинчи сехет вӑрӑммӑн янратса ҫапни тарӑх, кунта демонстрацисен ҫӗр тӗрлӗ хаваслӑ шавне радиопа итленӗ тӑрӑх ҫеҫ пӗлнӗ. «Вӗсем ҫав Богсран кулса чунӗсене кантараҫҫӗ пулас», — шухӑшларӑм эпӗ. — Ну, кала: ӑҫта? Чиркӳсем — вунтӑватӑ пин те ултӑ штук, анчах халӑхӗ — пӗтӗмпех жулик! Пӗрремӗш звено ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарчӗ ӗнтӗ, пульӑсем пӗлӗтелле фонтан пек сирпӗнчӗҫ. — Эсӗ ӗҫ пирки калаҫ-ха, Макар! — Ерофей Кузьмич вутӑ ҫине ларчӗ. Август уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫак ҫырӑва Конвентра вуласа панӑ. — Картишӗнчен аванах илтӗнчӗ. Сӑнӗ селӗмлӗхпе те савӑнӑҫпа ҫиҫет. Ҫапла аслатиллӗ ҫумӑр сасси ҫеҫ кӗрӗлтетсе тӑма пултарнӑ, ӑҫта та пулсан сӑртсен ҫывӑхӗнче, вӗсенчен темиҫе пин фут аяларах ҫумӑр асса кайнӑ пулӗ те, аслати кӗрӗлтетсе тӑрать пуль, анчах Гленарван пур пӗрех, ӑна лайӑхрах пӗлес тесе, хӳшӗ алӑкӗнчен тухрӗ. Вӑл, картин ҫинчи пек илемлӗ ҫын, питӗ вӑйлӑ пулмалла. Секретарь Келли ҫырма пуҫланӑ, анчах Денни ӑна чарнӑ. Пурте ахӑлтатса кулса янипе Давыдовӑн юлашки сӑмахӗсем илтӗнмерӗҫ те. Вӑл пӑхнӑран старик тӗксӗмленчӗ: — Эпӗ санӑн шухӑшусен йӗрне япӑх ӑнланатӑп, Аэлита, — терӗ вӑл типпӗн, — санӑн шухӑшусенче — иккӗлӗх тата хире-хирӗҫлӗх. Часах ку та, тепри те ҫӑварӗсене хытӑ карса анаслама пуҫларӗҫ, метисӗ вара:— Вилес пекех ҫывӑрас килет! Унпа юнашар тӑракан лашасем, вӑл урса кайнӑ пек ташланине пӑхса, ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех хӑтланма тытӑннӑ. Тӳре тӗрӗс систерсе калани салхулантарать — ку христианла мар, тӗрӗслӗх ҫын ҫине ним систермесӗр пӑхать — ку айванлӑх; ҫурма систерсе каланӑ сӑмахпа ҫын тарӑхнине тата чӑтӑмсӑррине туять. — Мӗн тума туса янӑ-ши ҫав путсӗр япаласене, — терӗ Павлуш, — чӑнах. Сӑмах та ҫук, французла ҫырнӑ хут пуринчен те туллирех иккен. Ҫавӑн пекех тата сӑмахӗсем виҫҫӗшӗнче те пурпӗрех, вӗсене пӗр-пӗринчен ҫеҫ куҫарса ҫырни паллӑ, мӗншӗн тесен йӗркесен хисепӗ кашнинчех пӗр пек. Санпа пултӑр турӑ, санпа пултӑр турӑ!.. — Ҫапла, ҫил пире ҫула май вӗрет, тинӗс лӑпкӑ тӑрать. Эпир малалла хӑвӑрт ишсе пыратпӑр, йӑлт шухӑшламастӑп пулсан, эпир часах тепӗр енчи ҫыран хӗррине пырса чарӑнмалла. Хаҫатсенче указ пичетленсе тухрӗ, ҫав указ тӑрӑх майор Павел Иванович Стручкова Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ. Анчах ҫак пысӑк савӑнӑҫ та майора нумайлӑха хавхалантармарӗ. Ахӑрнех, Европӑра ҫӳресе, вӑхӑта так ахаль ирттермерӗн пулас… Яковлев тухтӑр яланхи пекех кулкаласа ларчӗ, Яков Артамонов ку сӑмахсене Нестеренко пӗлсен мӗн пуласси ҫинчен шухӑшларӗ… — Эсӗ-и ку… тӑхта, мӗн пирки капла? Сана шантарсах калатӑп, сыввӑнах кунта килӗп. Анчах Ярославльти таса мар гостиницӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнче чухне кӑвак хутран тунӑ чӳрече карӑмне ҫӗклесе ҫак телеграммӑна темиҫе хут вуланӑ вӑхӑтра, хамӑн Катьӑна шырасси пӗтӗмпех арпашӑнса кайни, ӑна час курас шанчӑкӑм ҫукки мана самай кӳрентерчӗ, — ытларах та ытларах пӑшӑрханакан пултӑм. Ҫапла нимӗн шухӑшласа кӑлараймасӑрах эпӗ каллех телеграфа кайрӑм, унтан Щукинский районне кӗрекен Щукинский ялсоветӗнчи Пысак Лубня ялне тепӗр телеграмма ҫаптартӑм, хальхинче васкавлӑн ҫитмелли телеграмма турӑм. Ун умӗн эпӗ йӳнӗ телеграмма ҫеҫ янӑччӗ, мӗншӗн тесен ҫитес ҫӗрӗм инҫеччӗ-ха, укҫам вара ҫичҫӗр тенкӗ ҫеҫ юлнӑччӗ. Сана та ҫапла тӑвасшӑнччӗ, анчах хӑяймарӑм, мӗншӗн тесен юратрӑм сана. Лапшинов тӑрӑ мар куҫҫуль пӗрчине ҫаннипе шӑлса сирчӗ. Калаҫнисем, кулнисем, юрланисем, хӗвӗлҫаврӑнӑш катнӑ сасӑсем пурте пӗр хутӑш илтӗнеҫҫӗ, анчах халь вӗсем кӑнтӑрлахинчен уҫӑрах илтӗнеҫҫӗ. «Камӑн нимӗн те пулман, халӗ унӑн пурте пулӗ». — Пӗлессӳ килсен кайса ыйт. — Калаҫкалаҫҫӗ пирӗн ҫинчен! — терӗ пӗррехинче Весовщиков. Шалти пусмасем тӑрӑх хӑпарнӑ чухне аванах пыраттӑмӑрччӗ, анчах пӗр ҫӗр аллӑ картлашка хӑпарсан, манӑн пит-куҫа уҫӑ сывлӑш пырса ҫапрӗ: эпир ҫӳлти уҫӑ площадкӑна тухрӑмӑр: кунтан пуҫласа пусма картлашкисем пӗлӗтеллех хӑпарнӑ пек туйӑнать. Анчах пистолетӑм ҫине ятӑма ҫырнӑччӗ, мана ӑна полк командирӗ Наров кӗперне бомбӑпа аркатса тӑкнӑшӑн панӑччӗ. Анчах мӗн вара, сыснасем! Ҫапах та 1873 ҫулхи январӗн 24-мӗшӗнче Ливингстонӑн пӗчӗк экспедицийӗ Читунквене ҫитме пултарнӑ. — Кам-ха тата? Ун тиншӗкех тата, аллисене ниҫта шӑнӑҫмалла мар хурлӑхлӑн вылянтарса, «Борис Годуноври» Пимен монологне ним пӑхмасӑр шӑкӑрин вула-вула паратчӗ. — Эпӗ ыран атте патне каятӑп, — терӗ Базаров. — Кил кунта! Икӗ кунран эпӗ Красновидовӑна ишсе кайрӑм. Ҫакна эсир ӑнланатӑр пулӗ, тетӗп? Тыткӑна лекнисем ни кӑшкӑрмаҫҫӗ, ни шаккамаҫҫӗ, ни Фигура кӑшкӑркаланине те, ыйтнине те илтмеҫҫӗ тейӗн, пӗр сасӑ та памаҫҫӗ. — Вӑт, анчӑк ҫури, ташша ҫапнӑ пекех калаҫать-иҫ!.. Анчах Шурочка шӑппӑн ҫеҫ пӑшӑлтатрӗ: «Ҫук, ҫук», — йывӑррӑн сывласа, пӗтӗм кӗлеткипе ҫӗр ҫинче тӑсӑлса выртса. Унӑн тимӗр чӳречи уҫӑлчӗ, ҫулӑм ҫутинче машинист сӑн-пичӗ курӑнса кайрӗ, анчах вӑл самантрах ҫухалчӗ. Ку ҫул ҫинче урапапа ҫӳреме пулать. Аэлита вӑраннӑ май ассӑн сывлать. — Семиглаз миххе нар патнерех куҫарса лартрӗ. — Ӑнланатӑп, — терӗ Негоро. — Лантенак ирӗкре. Учраспредра Туфта хӑйӗн помощникне — учётчика — тӗк татнӑ пек тӗпӗртеттерет. Том ятсӑр ҫыру ҫырчӗ, эпӗ ҫав каҫах мулатка кӗпине вӑрласа тӑхӑнтӑм та ҫырӑва малти алӑк айне кайса чикрӗм. Пӗтӗмпех Том хушнӑ пек турӑм. – Кунта тата кӑштах мӗлке хумалла мар-и? — терӗ Володя учителе, тӗрӗк майӗ ҫине кӑтартнӑ май чӗвенсе тӑрса. Пӗр вуникӗ ҫулхи арҫын ача пукан умӗнче хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленсе лара парать. Унтан шӑлне хӑрушшӑн йӗрсе илсе слесаре ҫаннинчен туртрӗ. Григорий папа вӑхӑтӗнче Монтанеллие юратсах кайман, ҫавӑнпа та ӑна инҫе ҫӗре, Апеннинӑри пӗр тӗттӗм кӗтесе янӑччӗ. Вӑл ӳкӗнсе калаҫнӑ хушӑра эпӗ Татаринов капитана шырас ӗҫ епле пӗтни ҫинчен калакан историе ҫырса пытӑм. Ҫакӑн пек пеммикан тултарнӑ михӗ аллӑ килограма яхӑн туртнӑ. Тӑхӑр сехетре ротӑсем плаца, лагерь умне пӗр пилӗкҫӗр утӑмсене, пухӑнчӗҫ. Гленарван темиҫе минут хушши сӑмах хушмасӑр кашни хут листине темиҫе тӗрлӗ ҫавӑркаласа пӑхрӗ, вӗсене ҫутӑ ҫине те тытса сӑнарӗ, ҫапла туса йӗпенсе палӑрми пулнӑ кашни саспаллине тӗпчерӗ. Анчах эсӗ, ҫар судне лекес теместӗн пулсан, пистолета пар. Унтан сехет механизмӗнче тем тӗн-н! тутарчӗ, вӑл, ҫын пурӑнман пӑчӑ пӳртре антӑхса кайнӑ пек, хӑй-хай хӑрӑлтатса илчӗ те — шӑп пулчӗ. — Эсӗ алӑк янаххине ан кас унта! Чӗлпӗрсене алӑран вӗҫертнӗччӗ эпир, нимӗн шарламасӑр юнашар уттарса пыратпӑр, крепоҫ патнех ҫите пуҫланӑччӗ, ката урлӑ кӑна тухмаллаччӗ. Питҫӑмартине ҫыхса янӑ гимназист пӗрремӗш вырӑнтаччӗ, Семенов — иккӗмӗшчӗ, эпӗ — виҫҫӗмӗшчӗ. Хапха патӗнче форма тӑхӑннӑ, хӗҫпе пӑшаллӑ казак хуралта хӑш чух тӑрать, хӑш чух тӑмасть; иртсе пыракан офицера хӑш чух саламлать, хӑш чух саламламасть. Пуҫӗ вӗри те йывӑр; кӑшт тапратсанах, вӑл пӑхӑр татӑкӗсемпе шӑнкӑравсем ҫакса тултарнӑ пупӑнь пек янӑраса каяссӑн туйӑнать. — Юрать. Вӑл Глухань окопӗнчен кӑшт сылтӑмарахра пырать, майӗпен, хӑйне хӑй питех шанман пек, пырать: механик-водитель пӑхса пымалли шӑтӑк тӗлне хура тӑхлан шӑранса ҫыпӑҫса ларнӑ-ларнах курӑнать, водителӗн куҫӗсем те аманнӑ-и тен. Ну, калӑпӑр, пӗр-пӗр хӗрарӑм поляксен хӗрӗх градуслӑ зубровкине пӗр-ик бутылка илсе каҫать, анчах пысӑк контрабандистсем те сахалах мар, ку тӗлӗшпе вара пысӑк укҫаллӑ ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Корчагин кӗчӗ те секретарь умне ҫырса тултарнӑ икӗ анкета хучӗ. Халӗ ыйтас килет: ҫапла хӗненипе мӗн усси тунӑ-ши? Картусӗ аллинчехчӗ унӑн, вӑл ӑна ҫӑварне хыпса шӑлӗсемпе ҫыртрӗ. Мана унсӑр та хавас мар. Ахаллӗн эсӗ, ӑман хыҫҫӑн сиксе чупакан чӑх чӗппи пек, сиккелесе пыратӑн. — Тӳсӗм пӗтсе пырать… — Халӗ эпӗ йӑнӑшмастӑп! — тет вӑл ҫавӑнтах хӑйне. Вӑл каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах, урисене ҫирӗппӗн пусса, хӑйӗн йывӑр, богатырь пек ҫӑт-ҫат кӗлеткине ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе тухса кайрӗ. — Ҫапла, ирхине, пилӗк сехетре, эсӗ материалсем хумалли склада пыратӑн. Унтан тата — эпир тухса каятпӑр-ҫке. Вӑл: колхозран тухнисене халех ӗҫ выльӑхне тата ялхуҫалӑх инвентарьне каялла тавӑрса памалла-и, ака пӗтнӗ хыҫҫӑн тин памалла-и тесе иккӗмӗш хут ыйтса ҫырнине хирӗҫ Райполеводсоюзпа партирайкомӗ аҫа-ҫиҫӗмле приказпа ответлерӗҫ. Ку приказӑн тӗп шухӑшӗ ҫапларах пулчӗ: Гремячий ҫыннисен, пӗтӗм вӑя хурса тата пур майсемпе те тӑрӑшса, колхоза саланса каясран хӑтарса хӑвармалла, май килнӗ таран колхозниксене колхозрах хӑварма тӑрӑшмалла, тухнисен пурлӑхне каялла тавӑрса парассине кӗркуннене хӑвармалла. Кӑшт хускалнипех вӑл тем тӗрлӗ чӗриклетет, халтӑртатать, ҫитменнине, хыҫалтан ҫакса янӑ пушӑ витре чанкӑртатни вӗҫсӗр илтӗнсе пырать, — пӗр сӑмахпа каласан, сасси тӑрӑх та, ӑҫта килчӗ унта ҫӗтӗлсе мӗскӗннӗн усӑна-усӑна аннӑ сӑран таткисене курнипе те ку кӳме мӗн тери кивӗ пулни тата ӑна паянах кӑларса пеме вӑхӑт ҫитни лайӑх палӑрать. Халь кала ӗнтӗ тӳррипе, ан тун, эпӗ каланиех тӗрӗс пулчӗ; ҫав тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ пуҫтаха ярса тытрӑм тенипе кӑштах ҫылӑха кӗтӗн вӗт?» Тӳпе пӗтӗмпех сӑнсӑр кӑвак пӗлӗтсемпе хупланса ларнӑ, мухмӑрлӑ пуҫра та ҫавӑн пекех тӗксӗм те кичем пулнӑ. Ҫынсем хӑйсен ватӑ улпучӗн пӳлемне пухӑна пуҫларӗҫ. Вӑл темӗн ҫинчен те шутлать пулсан та, ҫӗр каҫиччен вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ. Акӑ, пӑхса курса паллаш, — терӗ вӑл малалла мана Митя ҫӗнӗ кӑтартса: — хамӑн, тӑван, анчах та ӑна хам та ниепле те алла илейместӗп. Тӗслӗхрен, Любочка кашни кунах ҫывӑрма каяс умӗн атте ҫине хӗрес хывни, аннене асӑнса кӗлтума кайсан Любочкӑпа Катенька чассовнире йӗни, фортепьяно каланӑ чух Катенька ассӑн сывлани тата куҫне ҫавӑра-ҫавӑра пӑрахни — ҫаксем пурте мана юри хӑтланнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вара эпӗ хамран хам ҫапла ыйтаттӑм: ҫитӗннӗ ҫынсем пекех ҫавнашкал юри тума хӑҫан вӗренсе ҫитнӗ-ха вӗсем тата апла хӑтланма вӗсене намӑс та мар-ши? Вӗсем тата чӗрчунсенчен чи шултрисем мар вӗт. — Чарӑн-ха эсӗ, Степан, — терӗ вӑ л ҫилӗллӗн, — улпутӑмӑр канать, эсӗ юрра янтраттаратӑн, совесть те ҫук сирӗн, ҫынна хӗрхенесси те. Йӗкӗтӗм, тупса пар, тупса пар мана амаҫурине! Эпӗ, тен, сире хӑратасшӑн пултӑм тесе юри каларӑм, анчах манӑн, тен, кунта пӗр ҫынна тытмалла пулнӑ, анчах эпӗ палласа илейменнипе йӑнӑшрӑм… Турра кирлӗ пулсан, эпӗ хам ӗҫе тума пултаратӑп», тенӗ. Ун пек хуҫа вӑкӑрсене вӑй тӗлӗшпе те, ҫӳлӗшӗ енчен те пӗртаннисене суйласа илет. Санран ыйтмаҫҫӗ-тӗк, эсӗ ан шарла… Ку таврара кӗркуннеренпе вӑрҫӑ кӗрленӗ. Ку вӑрҫӑ ҫакӑнта та, ӗлӗкхи вӑхӑтра сунарҫӑсемпе вӑрман хуралҫисем ҫеҫ сайра-хутра кӑна кӗркеленӗ сӗмлӗх вырӑна та, ҫитсе кӗнӗ. Вӑл хӑравҫӑ та путсӗр иккенне пӗлсех тӑратӑп та, ытти ҫыншӑн пулсан хӑратмаллах курӑннӑ пулӗччӗ вӑл. Атьӑр, вӑхӑт! Вӑл таса мар халат тӑхӑннӑ, кӑранташне хӑлхи ҫине, пысӑк блокнотне хул хушшине хӗстернӗ; читлӗх патӗнче ҫара ҫерҫисене алӑ вӗҫҫӗн тӑрантарса тӑрать. Вӑл питӗ ӳсӗр, йӗнер ҫинче аран ларса пырать; сӑнран пӑхма хӑй аллӑ урлӑ каҫнӑ ҫын, пит-куҫӗ хӗп-хӗрлӗ. Ку Корредж! Ҫак ҫын ӑна хӑрушлӑх кӑтартма пултарнине туйса, вӑл хӑвӑрт ҫӳле, хӗрӗ патне кайрӗ, анчах та унта Наталья курӑнмарӗ, вӑл чӳречерен пӑхрӗ те хӗрӗ картишӗнче, хапха патӗнче, Петрпа юнашар тӑнине курчӗ. Хӑш чух вӑл манпа ӳпкелешсе калаҫатчӗ: — Ҫакӑ пӗтӗмпех чӑнласа тӑвакан ӗҫ мар вӑл. Вӑл, тарӑн шухӑша кайса, пӗлтерӳ ҫине пӑхса тӑчӗ. Ыттисем пурте туртса калаҫса лараҫҫӗ. Эпӗ те ҫинӗ май калаҫатӑп. — Мӗн пулнӑ ӑна? — Тенкел ҫинчен ӳкнӗ, — терӗ Катя тарӑхса, — сентре ҫине темшӗн улӑхасшӑн пулнӑ та персе аннӑ. Халӗ айӑк пӗрчи ыратать, тет. Ним тума та аптранӑ ӗнтӗ унпа! Пӗр минут та выртмасть тата… Саня, ҫырӑва патӑм эпӗ, — сасартӑк пӑшӑлтатса каларӗ Катя, эпӗ трубкӑна ирӗксӗрех хӑлха патнерех пӑчӑртаса тытрӑм. — Ҫапла вӑт, пирӗн пӗтӗм дивизи ытти чаҫсем хыҫҫӑн ҫак икӗ ҫул хушшине пӗчӗк ҫулсемпе пырать, ҫӗрле пулнӑ ҫӗре вӑл, нимӗҫсенчен мала иртсе, Вазуза хӗррине пырса тухма кирлӗ. Марко Поло тӑван хулинчен тухса кайнӑ чух ҫамрӑк пулнӑ, каялла таврӑннӑ ҫӗре вара самаях ватӑла пуҫланӑ. Шиклӗрех. — Эпӗ аташмастӑп… Хам ӑшра ҫех: унзер, унзер, тесе, каласа лартӑм ак. Мӗнле кулӑшла самах… Паллах, эпӗ питех те хумханса кайрӑм. Отделенири ҫынсене шута илсе, Андрей махоркӑна пӗр тан пӗчӗк купасем туса, валеҫсе хучӗ. Алӑк патӗнче Сергее кофейнӑй хуҫи — ҫамрӑк турок Ибрагим чарчӗ: — Эсӗ ӑҫта ҫӳретӗн ҫӗрле, ача? — тесе ыйтрӗ ыйӑх тӗлӗшпе. Вӑл пуҫне темиҫе хутчен тая-тая илсе, кӑмӑллӑн пӑхса йӑл кулатчӗ. Капла турра ҫиллентерни ҫеҫ пулать вӗт. — Мировой патне… аван… Анчах акӑ мӗн, Серёженька… мировой патне каясси пулаймасть… Унӑн Лантенака — е вӗлермелле, е хӑтармалла. Ҫак карбованецсем чернилпа ӗҫлекенсен чыссӑр аллисене куҫрӗҫ. — Телей сунатӑп, йӑмӑкӑм, — тесе саламланӑ хӗр-арӑмсем пӗрне-пӗри пӑлхав хускалнӑ кунхине. Хӑйӗн пур пек вӑййисене кӑтартса пӗтерсен, вӑл каллех хӑй аллисене чуптуса ҫынсен еннелле сӗлтрӗ те, йывӑррӑн сывласа, мучи патне пырса, шарманкӑна ҫавӑрма тытӑнчӗ. Эпӗ ун ҫинчен ыйтса пӗлтӗм… — Манӑн урасем ҫук, — терӗ Мересьев тепӗр хут, сӑмахсене пат татса. Петербург. Тата унта мӗнле те пулин кил-ҫурт пур-и? Анчах ҫамрӑксен кӑмӑллӑ шӑв-шав вӗсене хирӗҫ тӳссе тӑма ӑна ҫӑмӑлах пулмарӗ. — Паян килессе кӗтменччӗ сана! — терӗ Монтанелли кӗнеке ячӗ ҫине куҫ хӳрипе пӑхса. Чӑн та, Бяла Черква ытти чылай хуласемпе ялсем пекех пӑлхав хускатман, хатӗрленессе вӗсем пурте чиперех хатӗрленнӗ, ытти хӑш-пӗр хуласенчен лайӑхрах та хатӗрленнӗ. Пӑлхав хускатас вӑхӑта тӑснӑ пулнӑ, ытла васкаса пуҫлани пӗтӗм ӗҫе путарса хунӑ. Павел шартах сикрӗ. — Ҫурма тӗрӗс систерсе калани, тетӗн-и эсӗ?.. Ҫӗрле тревога пулнине эпӗ пуҫласа куртӑм, ҫынсем ӑна йӑнӑшпа тапратса янине самантрах ӑнланса илтӗм: пароход хӑй каяссине пӗртте вӑрахлатмасӑрах пыратчӗ сылтӑмри борт хыҫӗнче, пит ҫывӑхра утӑ ҫулакансем хунӑ вутсем ҫунатчӗҫ, ҫӗрӗ ҫутӑччӗ, ҫӳлте тулли уйӑх ҫутатса тӑратчӗ. — Ҫук ӗнтӗ, мӗн тума! — типпӗн татрӗ ӑна генерал. Ӑна команчасем мар, шурӑ ҫын — Морио-мустангер вӗлернӗ иккен! Кӳлешет? — Ку шывӑн пуҫламӑшӗ пит ҫӳлте пулмалла, — тетӗп. — Ан та ӳкӗтле, лейтенант юлташ! Унта ним ҫине шанмалли те ҫук. «Хм! Алӑ! Хе-хе-хе!» терӗ дьяк, ӗҫе пуҫлама пӗлнӗшӗн чунтан хӗпӗртесе. Вӑл каллӗ-маллӗ уткаласа илчӗ. «Неушлӗ атте те маншӑн та ҫакӑн пекех пӑшӑрханнӑ-ши?» Сӗтел ҫинчи лампӑна тӳрлетрӗ, каллех кӑмака ҫинелле пӑхрӗ, унтан ҫывӑракансем урлӑ алӑк патнелле хуллен-хуллен утса кайрӗ. Терраса хӗррипе карапсем ише-ише иртеҫҫӗ, вӗсенчен шӗвӗр сӑмсаллӑ питсем тимлӗн тинкереҫҫӗ. Вӑл яланхинчен иртерех тӑчӗ те Ганко кофейнине кайрӗ. Ганко лавккине уҫнӑ кӑначчӗ-ха, кӑмакине хутатчӗ. Тата ҫавна пӗлес килет: корольсене тӗп тунӑ ҫӗршыв ӑҫта та пулин пур-ши? Кун пекех чӑкӑлташсах пӑхма кирлӗ мар ӗнтӗ… Ну, мӗн шӑршласа тӑратӑн тата кунта? — Тӗрӗс мар-и, мӗнле илемлӗ сӑн-питлӗ вӑл? Мӗншӗн пӗрмай уттипе пыратӑн? Дубровскинчен. — Иккӗмӗш пункт: «Пуласси пирки ниҫта та суя сӑмах сарса суя савнӑҫ тума юрамасть…» Ку сӑмах Фома кӑмӑлне кайман. — Эх! — йывӑррӑн сывласа янӑ Фома, диван ҫинчен тӑрса. Петров сӑнӗ хӑй пуҫӗ айӗнчи минтерпе пӗр тӗслӗ пулнӑ. Урам вӗҫӗнче эпӗ пӗр ушкӑн пуянсем старостӑпа тата Кузьминпа пӗрле тӑнине асӑрхарӑм, вӗсем ним тумасӑр, курма пынӑ ҫынсем пек, кӑшкӑрса, аллисемпе, патаксемпе сулкалашса тӑратчӗҫ. Христофор атте кӑна ҫаплах-ха турӑ тӗнчи ҫине ниепле те тӗлӗнмесӗр, кӑмӑллӑн йӑлкӑшса кулмасӑр пӑхма чарӑнаймасть. — Тармастӑн-и? — Эсир Сковородников ӑҫта пурӑннине пӗлместӗр-и? — Сӑмах ҫӳрет! — пӗлтерчӗ Марья вӑрттӑн. Тарӑн та хурланчӑк ӗсӗклӳсемпе вирхӗнсе саланаҫҫӗ ҫурхи сывлӑшра пытару маршӗн сассисем. Каҫарӑр — вӑл ҫын, вӑл этем! — Тӳррӗн, ӑнланмалла калатӑр! Нагульнов паҫӑрхи пекех сулахай аллине кӑкри ҫумӗнчен илмесӗр тӑрать-ха, типсе ҫитнипе йӗп пекех чикекен хытса ларнӑ пырӗ патнелле сылтӑм алли унӑн майӗпен ҫӗкленет. — Сирӗн плана хӑҫан пурнӑҫлама тытӑнӑпӑр, Паганель? — тесе ыйтрӗ Элен. Эпир ӗнтӗ унӑн чухӑнлӑхӗпе, нушипе тата тӗттӗмлӗхӗпе усӑ куртӑмӑр, ӑна хӑй ачине пӑрахтарсах хамӑр ача патне илсе килтӗмӗр, ҫавӑншӑн вара ылтӑн хӑю лартнӑ кокошник тӑхӑнтартрӑмӑр. Клюбер г-н «Джемма юнтарнине» пӑхӑнса обер-кельнерпа канашлама кайрӗ, Джемма пуҫне усса, тутисене ҫыртса, пӗр сиккеленмесӗр тӑчӗ; вӑл Санин хӑй ҫине куҫне илмесӗр, ыйтуллӑн пӑхнине туйрӗ, — ку ӑна ҫиллентерчӗ пулмалла. Алӑсене усса ларма юрамасть. — Секретарь, тем шухӑшланӑн, кавлесе илчӗ. Ку вӑл — эпир тумалли ӗҫ!.. Челкаш хӑйне лӑплантаракан тӑван сывлӑшӑн ачаш варкӑшӑвӗ перӗннине туйрӗ, вӑл варкӑшу унӑн хӑлхисем патне амӑшӗн ачаш сӑмахӗсене, чунӗ-чӗрине хресчен пулнӑ ашшӗ калакан селӗм сӑмахсене, нумай манса кайнӑ сасӑсене, халь кӑна ирӗлсе тухнӑ, халь кӑна сухаласа пӑрахнӑ, халь кӑна ешӗл-симӗс пурҫӑн пек кӗр калчисемпе витӗннӗ ҫӗр-аннен сӗткенлӗ шӑршине илсе пычӗ. — Ӑнланса илейместӗп! — Куншӑн лекет сире, Фома Игнатьевич… — Ну, мистер Фелим, — терӗ Зеб, — чӑтса тӑр ӗнтӗ! Эпӗ сире ҫакна асӑрхаттарас тетӗп, эсир тивӗҫлипе ӑнлантарса памасан, манӑн Англи посланникӗ патне каймалла пулать. Занятисем пуҫланиччненех ҫитрӗм эпӗ. Ну? Ҫапӑҫу умӗн ҫывӑрма ҫӑмӑл та мар ҫав, чӑннипе калас пулсан, ҫапӑҫу та мар-ха, катастрофа пуласса кӗтсех тӑмалла. Шкула мӗн чухлӗ ытларах ҫӳретӗп, хама ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах пулса пырать. Вӑл ӑна урӑхла шухӑшлаттарма пултарас ҫуккине туйса илчӗ. — Ну, вӗҫтер, ҫав шуйттан хатӗрлевҫисене куҫран ан вӗҫерт! Пӗр хӗрри ҫеҫ, уйӑх ҫутатнипе, кӗмӗл тусан сапнӑн ялкӑшать унӑн. Ним ҫухӑрмалли те ҫук унта! Хӗр те ӑна уҫӑ мар кулӑпа ответленӗ. Вӑл хӑй ҫыхмалли тытрӗ, хӗрачи кӑранташ илчӗ, господин Альтман йӑл кулса илчӗ те калаҫма пуҫларӗ: — Юрӗ, эпӗ чи ансат ыйтусенчен тытӑнатӑп. Павел пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, аллипе питҫӑмартине шӑлкаларӗ те, кулса илсе:— Пире ку кирлӗ мар! — терӗ. Ҫапла ҫав, тусӑм, питӗ кӑткӑс сирӗн ӗҫ. Ҫеккунтлӑха чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл тата хыттӑнрах калама пуҫларӗ. Ӑнсӑртран ҫавӑн пек телейлӗ япала пулни чӑнах та кам вӗлернине кӑтартса парӗ, тесе шухӑшларӗҫ ачасем. Анчах вӗсен кӗтни пурнӑҫланмарӗ: мӗншӗн тесен нумайӑшӗ ҫӑвӑнтах:— Ун чухне Мефф Поттер ҫын виллинчен виҫӗ утӑмра тӑратчӗ, — терӗҫ. Ура лапписем хытса ларнипе нимӗн те туйман. Калаҫу малаллах юхса, ӳссе, йывӑр пурнӑҫа пур енчен те ҫавӑрса илсе пычӗ, амӑшӗ хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен нумай-нумай аса илчӗ, иртнӗ тӗтреллӗ кунсенчен кулленхи кӳренӳсене туртса кӑларса, хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗнчи хӑрушӑ ӳкерчӗксене сӑнласа пачӗ. Паруссем пӗр галсран тепӗр галс ҫине куҫса ҫилпе тулаҫҫӗ, рейӑсем ҫав тери вӑйпа куҫнипе мачтӑ хыттӑн шатӑртатса илет. Эпӗ ӑна хамӑр пата пырса шакканӑ, шӑнса кӳтнӗ тухтӑр ҫинчен, ӑна виҫӗ талӑк пытарса усрани, вӑл мана «е», «у», «ы» сасӑсене кӑтартни, «хӑлха» теме хушни ҫинчен кала-кала патӑм. Эсир каламасӑр эпӗ пурпӗрех уйрӑлмастӑп. «Акӑ вӑл! — шутларӗ Оленин. Профессор урисене хуллентерех шутарса, унӑн кровачӗ патне пырса йывӑррӑн ларчӗ те, койкӑн путса кайнӑ пур пружинӗсем те йынӑшса илчӗҫ. — Паллах, ӑнланатӑп ӗнтӗ. Пуҫне вӑл хӗрле хӗрес паллиллӗ шурӑ тутӑр ҫыхса янӑ (ун пеккисене иртнӗ тӗнче вӑрҫинче милосерди сестрисем ҫыхса ҫӳренӗ), ку тутӑр унӑн кӑмӑллӑ пит-куҫне кӑштах хаваслӑ сӑн-сӑпат парса тӑнӑ. «Апла пулсан эпӗ каллех хӑҫан та пулин кӑмпа татма килӗп». Тӳлек ҫил хӗрарӑм тутрисен вӗҫӗсемпе вылякалать, кӗлетсем ҫине витнӗ хӑмӑшсене чӑштӑртаттарать, ҫеҫенхиртен унта куштӑркаса выртакан ҫӗрӗн тӑварсӑр шӑршине тата ҫамрӑк курӑксен йӳҫсе ҫитеймен виноградӑнни пек шӑршине варкӑштарса килет. Таврари шӑв-шав мӗнпур сасса путарса лартать пулин те, вӗсен аран ҫеҫ илтӗнекен юрри, этем хӑлхине пырса кӗрсе, ҫав юрӑра тем тери пысӑк та чикесӗр йывӑр асап палӑрнипе, вӑл кашни ҫын чуннех тивсе тӗлӗнтерсе яма пултарать. — Ав, комендант тӑватӑ кӗленче илчӗ те пӗр пус та тӳлемерӗ. Кулас килет манӑн: ӗнер эпӗ Андрей Петровича та, ӑна та ҫилентӗм, — ӑна Инсаров господин тесе те чӗнтӗм, паян вара… — Ҫапла ҫав, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — Жид ачи тени вӑл, анне, кӳренмелле сӑмах. — Кайрӑмӑр! — Тата пӗртак тӑхтар-ха, — терӗ Андрей шӑппӑн. Нумайччен питех те хӗрӳллӗ тавлашрӗҫ. Юлашкинчен Доминикино сехет ҫине пӑхса илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл ун ҫине темле ют тата сӑнакан куҫсемпе пӑхса илчӗ. — Урӑх мӗн тата? Чӗмпӗр трактирӗнче эпӗ хама ӑссӑр тыткаланине хам ӑшӑмра йышӑнмасӑр тӑма пултараймарӑм. Савельич умӗнче хам айӑплӑ иккенне лайӑхах сисетӗп. Пӑшалсем пурте пӗр харӑс персе ячӗҫ, ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Этемӗн кирек хӑш йӑхӗ те пурӑнан пурнӑҫра хӑйӗн йӗркине тытмалла… Пӗр ҫӗртре портьера хутланса ӳкнӗ те, тӑвӑртарах вӑрӑм хушӑк туса хӑварнӑ. Унтан вара аслӑ уяв ҫинчен калаҫу ирттерме рота политрукӗ Гончаров пырса ҫитнӗ. Боецсем мирлӗ пурнӑҫа аса илнӗ. Тархасшӑн кунталла ан ҫывхарӑр. Сасартӑк пӑшал пени кӗрлесе кайрӗ те пуля Радуб чавсине шӑйӑрса, стенана ҫитсе ҫапӑнчӗ. Анне мана пуринчен те лайӑхрах ӑнланатчӗ, анчах та кунхинче эпӗ вӑл манӑн пӗр сӑмаха та ӑнланманнине лайӑхах пӗлтӗм. Ку Симурден пулчӗ. Марийкӑна курсан, вӑл хӑйӗн шӑлӗ ыратнӑ пек, питне чалӑштарса, пуҫне силлесе илчӗ, — унӑн питҫӑмартийӗсем ҫинче те, сарӑ сухалӗ ҫинче те куҫҫулӗ йӑлтӑртатма пуҫларӗ. — Ман шухӑшпа вӑл… — Чухлатӑп, эсӗ ман ҫинчен мӗнле сӑрласа панине! Сывӑ пул, манӑн мӗскӗнӗм! Сывӑ пул, тӑван ҫӗршывӑм!.. Вӑл диван ҫине кайса ӳкрӗ. Унсӑрӑн ачапа ӑҫта кайса кӗрӗр? Вӑл пӗрре, иккӗ, вуннӑ кӑна мар ҫапнӑ. — Халлӗхе бутылкӑсемпе те пулин ҫунтарас пулать. Ҫакна ӑнланас пулать: мӗн шутпа ирӗке кӑларнӑ-ха вӑл пире? — Мӗнле халран ячӗҫ? сирсе янӑ вӗт-ха эсир вӗсене? Вӑл хӑй арӑмӗпе ывӑлӗ тинӗсре вилчӗҫ пуль тенӗ шухӑшпа килӗшмест, паллах. Пузыревский сана куҫарма килӗшмерӗ-и? Съезд, ура ҫинче тӑрса, «Интернационал» юрлать. «Интернационал» юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн, оваци ҫӗнӗрен пуҫланать. Вӑл пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗ, хӗвел йӑмӑхтарать ун куҫне. Унӑн ыйхи сирӗлсе кайнӑ, ун умӗнче каллех пушӑ та тӗттӗм пулса тӑнӑ. Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт пичче, Томпа ун юлташӗсем капитана юлашки хут ӑнӑҫу сунчӗҫ. Вӑл, халтан кайнипе, Монтанелли алли ҫине пуҫне усрӗ те, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе илчӗ. — Мӗн каласан та, — тесе хучӗ Гленарван, — ҫав эрехсӗр тӑрса юлнӑ Мадерӑрах анмаллаччӗ сирӗн. — Анне, пельмень тусан аванччӗ! — терӗ Николай. Эсир пӗр-пӗрне ним хӗрхенмесӗр ҫапӑҫасшӑн-и? Унсӑр пуҫне тата Уэлдон миссис тӑванӗн кӑмӑлне те пӗлет: тарнӑ чухне хурт-кӑпшанкӑ коллекцине пӑрахмалла пулсан, вӑл ирӗклӗхе пач хирӗҫлӗ. Сывлӑша сыхламалла-и? Алӑпа тытса пӑхрӗ — йывӑр чӑмӑркка саланса каймарӗ. Унтан эпир ҫӗленсем патне кайрӑмӑр, икӗ теҫеткене яхӑн хурӑн пуҫлӑ ҫӗленсемпе пӑхӑр ҫӗленсем тытса миххе тултартӑмӑр та хамӑр пӳлӗмех илсе килсе хутӑмӑр; кутемӗн каҫхи апат вӑхӑчӗ те ҫитрӗ, яра куна пӗр ӳркенмесӗр ӗҫленӗскерсен, хырӑмсем чарлатсах выҫса кайнӑччӗ ӗнтӗ пирӗн. Вӑл ӑна ача пек мӑйӗнчен ярса илчӗ те куҫӗнчен пӑхрӗ. Ҫав тӗнче салху, тӗксӗм те хуйхӑллӑ пулать, анчах унта хӑйне евӗр тӗтреллӗ поэзи те пулмасть. Яков ун ҫине ӑнран кайнӑ пек пӑхса, нимӗн те чӗнмерӗ. Эпӗ, ҫак эсрел чарӑна пӗлми калаҫма тытӑнсан, хам та тӑнран тухма пуҫлаттӑм. Тен, вӑл ҫул ҫинченех тарӗ-ха. Мужиксем… рабочисем… ытах вӗсене ахаль ҫеҫ илсе пӑхсан — лаша-и, лаша… Ут, шыра, сиккеле пӑртак!» — тесе кӑшкӑрса та пӑрахрӗ. Тарӑхса кайсах тепӗр вунӑ ҫул пурӑн-ха, вара, тилхепе вырӑнне аллунта машина пулӗ. Ун чух хӑвала ҫеҫ вара! Пурте ҫывӑраҫҫӗ, вӑл ав кил картине тухрӗ, хуҫалӑхра шараҫланать». — Мӗн тума? — тӗлӗнчӗ Давыдов. Колоннӑран сылтӑмра пӑшал сассисем янӑраса кайрӗҫ, — Андрей ӑна илтмерӗ, ҫав тӗлтенех, хӑй йӑвинчен хускатса кӑларнӑ кайӑк пек, шуранка пӗлӗтелле симӗс ракета ҫатӑртатса хӑпарса кайрӗ, — Андрей ӑна та курмарӗ. Кӗмӗл чӑмӑрккисем ҫурҫӗр енчи шӑтӑкра. Ӑна хӗвелтухӑҫ енчи сӑрт айккинче, хура скаларан кӑнтӑралла вунӑ чалӑшра, ӑна хирӗҫ тӑрсассӑн тупатӑн. Тутар пасарӗн ансӑр урамӗсем ҫӑра хура-кӑвак мӗлке ӑшне путнӑ, мӗлке шӑллӑ-шӑллӑ тӗрӗсемпе пӗтӗм урам варрине витсе тӑрать, тепӗр енче уйӑх ҫутинче шуралса ларакан ҫӳлӗ ҫуртсем патнех ҫитет. Уншӑн хаклӑ ят хӑлхине пырса кӗрсен ҫеҫ вӑл итлеме пуҫланӑ. — Юрӗ, тусӑмсем, — терӗ Гленарван, — Мельбурна каясах тетӗр пулсан, камӑн каймаллине ан тив, шапа калатӑр. Пӗтӗ хӗрарӑм пек тӑратӑн! Бретань — ватӑ пӑлхавҫӑ. Унтан эпир кофе кӗрсе ӗҫӗпӗр. Анчах сасартӑк кӗрӗпех сикрӗ хапха умӗнчи анлӑ аслӑк айне кӗрсе чарӑнса тӑчӗ, вырӑнтан хускалмарӗ. Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре бюро ларӑвӗ пуҫланмалла: яп-яка хырӑнса тасалнӑ райком секретарӗ тарласа кайнӑ, пӑчӑ пирки пустав кӗпи ҫухине ярханах янӑ, вӑл васкать; Хӑйне хӑй йӗрсе пӑрахма яланах, кирек хӑҫан та кашни ухмахах пултарать. Ун пуҫӗ тӑрринче, сӳнсе ларайман кӑвайт евӗр, Алтӑр ҫӑлтӑр тӗлкӗшсе ҫунать. Тачка ӳчӗсем сийӗн-сийӗн хӑпарса тӑни ҫумӑрпа йӗпеннӗ кӗпи витӗр уҫӑмлӑн палӑраҫҫӗ. Ҫак утравӑн хапи ҫулҫӳревҫӗсене Тенериф утравне аса илтерет. Мужик, сассине антарса, тӗлӗнмелле хуйхӑллӑ вӑйпа юрласа каланӑ: — Ҫич ют-р-и ҫӗре ман ӑсан-мал-ла… Тата акӑ мӗн: ку — революци, ирӗклӗх — пулса тӑчӗ пулсан, вӑл пӗтӗмпех кашнинех хӑйне килӗшнӗ пек пурӑнмалла тӑвас шутпа пулнӑ! Пӳлӗмре тӗттӗмпе пӗрех, пӑчӑ; пӗтнӗк, одеколон, шур чечек, гофман шӑрши кӗрет. Ку унӑн ӗҫӗ мар. Ҫуллахи ир. Ташлакан мӑшӑрсенчен чака-чака та айккинелле сике-сике ӳксе, вӗсем патне пӗтӗм залӑ урлӑ Раиса упӑшки, Петерсон капитан, пыни курӑнчӗ. Хӗрарӑмсем те ҫавӑн пирки асап тӳсеҫҫӗ вӗт… — терӗм эпӗ. Анчах Олейник ӑна, хурт пек, кышлать те кышлать, — хӑрушӑ ҫав унӑн усал ҫилӗллӗ вӑйне туйма, пӗтмеллех пулать тесе ӗнентернине итлеме. — Ах, укҫа, укҫа! — кулкаласа ассӑн сывла-сывла ярать Христофор атте. Тӳррипе каласан, хуҫалӑхӗ пирӗн темлех мар-ха: пӗр кӗтесре — ҫӗрулми, тепӗр кӗтесре — чӗкӗнтӗр, купӑста, суханпа тӑвар. Кашни тӗлпулу ӑна пӑвакан йывӑрлӑх ҫумне тепӗр тонна хушрӗ. Гекльберри Финн ытамӗнче кӑштах канлӗх тупма ӗмӗтленсе, Том, йӑлт халтан кайнӑскер, тусӗ патне васкарӗ, анчах лешӗ те библи вуласа ларать иккен. Кӑна вара Том чӑтса ирттереймерӗ, вӑл аранах килне ҫитрӗ те вырӑн ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ: пӗтӗм хулипе пӗр вӑл ҫеҫ ҫылӑхлӑскер, ӗмӗр-ӗмӗр тамӑкра асапланма тивет ӗнтӗ ун. Икӗ ҫамрӑк казачка, килхуҫи хӗрӗсем, сӗтел ҫине шурӑ ҫивитти сарчӗҫ, ҫӑкӑр хурса, пулӑ яшки тата эрех-сӑра лартса пачӗҫ, эпӗ иккӗмӗш хут вара Пугачевпа тата унӑн хӑрушӑ юлташӗсемпе пӗрле пӗр сӗтел хушшине лартӑм. Зал пушанчӗ, уҫӑ чӳречерен хулан вӑйлӑ юн тымарӗ пулса тӑракан Тверской урамӗн шавӗ илтӗнет. Давид псаломӗнче те ҫапла каланӑ: «Тӑшман каялла таврӑннӑ чух»… Эк-кей, маннӑ — малалла мӗнлеччӗ-ха?.. Эсир ӑна сӑнран ҫаплине ан пӑхӑр. У! Унӑн вӑйӗ пӗтӗмпех пӗтсе ҫитрӗ. — Сӑмах майӗн каласан, ҫавна та. — Асӑрханӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ Айртон хыҫалтан пыракан юланутҫӑсене. Йӑлӑхтармӑш ҫемӗ, чечексен пӑчӑлӑхӗ, техӗмлӗ эрех, — ҫаксем пурте харама ҫеҫ. Эсӗ Татаринов капитанӑн кил-йышне пӗлетӗнех пулсан, «унӑн пурнӑҫне вӑл мӗнле вилнине тӗрӗс кӑтартса парас» тетӗн-тӗк (кил-йыш мар, капитан пурнӑҫне пулас) паллах ӗнтӗ, сана ҫак тетрадьсем интереслентереҫҫех. — Мана илме-и? — ыйтрӗ вӑл лӑпкӑн. Снарядсем ҫурӑлма чарӑнсан, санитар ӑна тыла кайма сӗнчӗ: — Кай, хӑлхуна ҫӗлесе яраҫҫӗ унта! — терӗ вӑл, хӑйӗн сумкипе тӑрмӑшса. Половцев унӑн кӑкрине чӗркуҫҫипе пусса лартрӗ, чӑшкӑракан сассипе пӑшӑлтатса ыйтрӗ: — Кайса пӗлтертӗн-и, сутӑнчӑк? Вӑл сылтӑмалла уттарнӑ. Эпӗ пӗлетӗп: Ситанов «аскӑн» хӗре юратса кайнӑ, хӗрӗ ӑна вӑтанмалла чир ертнӗ, анчах Ситанов хӑйне юлташӗсем хушнӑ хыҫҫӑн ӑна уншӑн хӗнемест, ун валли пӳлӗм тупса панӑ, хӗре сыватать тата яланах ун ҫинчен ӑраснах кӑмӑллӑн, вӑтансарах калаҫать. Ҫакӑ ӗнтӗ ҫынсене чи лайӑх енчен кӑтартса парать, кунта темӗнле лайӑх марри пур тесе шутлама та пертте кирлӗ мар. Эп йӑлтах урӑччӗ… Ӑсран тайӑлнӑ темелле! Ҫитменнине тата, сасӑ мӗнлине пӗлтерме тесе ӑна ҫутӑпа танлаштарнӑ малтанхи ҫын физикӑна пӗлмен пулас, анчах темӗнле пӗрпеклӗхе тупнах вӑл. Танк питӗ ҫывӑхра. — Кунта эпӗ хамӑн ӗҫ хатӗрӗсене чиксе хунӑччӗ пулас. Аэродром тасалчӗ, вӑрманта моторсен сасси илтӗнми пулчӗ. Стариксем, Оленин сӗнмесӗрех, хӑйсемех, ун патне кӗрсе, ӗҫсе ларса ҫӗр каҫасшӑн пулчӗҫ. Вӑл хӑйӗн хӑлхине чул ҫумне тытса, тинкерсе итлесе ҫӳрерӗ. Сирӗн пурӑнмалли вырӑн пур-и-ха? Тӗрӗксем пурте вӑл курӑнман ҫӗре, шӑтӑкалла пӑшалӗсене тӗллесе тытнӑ. Унӑн сӑмахӗсене хӑваласа иртсе, крыльца хыҫӗнчен кӑшт ҫеҫ тумланнӑ Варвара сиксе тухрӗ те, пӗр аллине хӑй умне простынь тытса, тепринпе Поднебескӑна ыталаса, хӑна тавра ҫаврӑнса ташлама тытӑнчӗ. — Эпӗ ҫурран каятӑп, — терӗм эпӗ. Ҫавӑнпа вӗсем темӗн пулас пек хӑратса тӑракан тӗксӗмлӗх кунӗсемпе витӗр курма тӑрӑшаҫҫӗ. — Кам ҫырнине эпӗ пӗлетӗп, — айккинелле ҫаврӑнса тӑнӑ май, шӑппӑн каласа хучӗ Ромашов. Том хиреҫ чӗнмерӗ. — Пурпӗрех-ҫке, апла та, капла та — тӳлемелле. Пур ҫавӑн пек ҫынсем, ун пеккисем чылайӑшӗ курма, сӑнаса илме пӗлмеҫҫӗ. — Эппин, ҫапла пултӑр, — терӗ Гаррис. — Кунта никам та ҫук-и? Эпир ӑна пысӑк кипарис айӗнче, ту хушӑкӗ патӗнче кӗтсе илме пултаратпӑр. Ҫичӗ ҫула ҫитсен, Илья Глеб пуп патӗнче хутла вӗренме пуҫларӗ. Анчах Никонов конторщикӑн ывӑлӗ псалтырь тӑрӑх мар, «Тӑван сӑмах» ятлӑ ӳкерчӗксемлӗ кӗнеке тӑрӑх вӗреннине пӗлсен, ашшӗне:— Эпӗ тек вӗренместӗп, манӑн чӗлхе ыратать, — терӗ. Вӑл нумайччен ачашшӑн ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн тин хӑй мӗншӗн вӗренесшӗн пулманнине ӑнлантарса пачӗ: — Паша Никонов тӑван чӗлхепе вӗренет, эпӗ — ют чӗлхепе. Анчах тепӗр чухне ҫак пит те шухӑ ача, мӗншӗн те пулин кӳренсе, сӑрт ҫинчи хыр айӗнче Ватаракшӑн пӑтранчӑк симӗс шывӗ ҫине типӗ хыр мӑкӑлӗсем ывӑтса сехечӗ-сехечӗпе пӗр-пӗччен ларнӑ. — Атьӑр вӑрманпа сывпуллашма! — ним ҫинчен шухӑшламан пек сӗнчӗ Алексей. Эсир мӗн, ӑсран тухрӑр-им, ытла ир ҫулатӑр? — тесе ыйтатӑп. Аяккалла пӑрӑн! Пирӗн ҫӳлте романсен зони, йӗркерен ик-виҫӗ каҫ вуламалӑх пултӑр. — Саня… — вӑл ман паталла пӗшкӗнчӗ. — Саня, аннӳ латне чуп, пӗлтер ӑна… Ах, эсӗ вӗт… Халӗ эпӗ урӑхла пурӑнӑҫ, урӑх ҫынсем, кӑмӑл-шухӑшсем пуррине пӗлнӗ чух, ҫав ҫурт, хӑйӗн мӗнпур ҫынӗсемпе пӗрле, мана тата пушшех йӗрӗнтеретчӗ. Вӑл стена ҫумӗнчи шкапран эрех кӑларчӗ, ҫур стакан тултарчӗ, унтан чӗтӗрекен аллипе кӑштах калле ячӗ. Ҫил чарӑнсах пырать, виноград пахчисенче ӗнтӗ уҫӑ сулхӑн сарӑлма пуҫланӑ. Яков Лукич лупас айӗнчен васкаса тухса утрӗ. — Ҫапла пулӗ тетӗп, Эдуард. Пӑртак тӑхтӑр-ха, халех ман тӑшманӑн секунданчӗ килмелле. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Артамоновсем пӗрин хыҫҫӑн тепри — ашшӗ яланах малта — Ватаракша урлӑ каҫнӑ чухне симӗсрех шыв ҫине вӗсен мӗлкисем ӳксен, Помялов аллипе тӗллесе кӑтартать: — Пӑхар-ха, пӑхӑр, курпуннин мӗлки епле! Траншейӑра пур ҫӗрте те каскӑсем курӑнаҫҫӗ. — Турӑ амӑшӗ! — тесе пӑшӑлтатнӑ вӑл. — Ҫырӑр билет, теҫҫӗ сире, — тепӗр хут каларӗ княжна. Питӗ вӑраххӑн иртрӗ вӑхӑт ҫак кун Еленӑшӑн; тата вӑраххӑн шурӗ вӑрӑм-вӑрӑм ҫӗр. — Акӑ эпӗ», — терӗ вӑл хӑй патне пыракансене: «ак ҫак портрета эпӗ икӗ кун хушшинче ӳкернӗ, ҫакна, ҫын пуҫне, пӗр кунта, ҫакна темиҫе сехетре, ак ҫакна сехет ытларах ларса. — Ҫуралассах суккӑр ҫуралнӑ, — терӗ манах. Ӑнкарса ил-ха — мӗншӗн пуль вӗсем? Эпӗ хам та ҫынсенчен пӑрӑнса пурӑннипе, ҫын куҫӗсене йӑлӑхтартӑм ӗнтӗ. Ку ӗнтӗ искусство мар: ку портретӑн гармонине пӑсать. Билль! — тесе тархасланӑ Келли, ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленнине татса параканне. Тупӑнӗҫ! — Даша инке! — Тупӑнӗҫ! — терӗ те вӑл, каллех йӗрсе ячӗ. — Тӳсейместӗп эпӗ. Каятӑп, ӗҫӗ те пӗтрӗ. Тепӗр офицер, Епифанов подпоручик, хӑйӗн тиншӗкне ӑса вырнаҫман ҫав тери чӑкраш ыйтусем пама юрататчӗ, ҫавсене вара хӑй те лайӑххӑн ӑнланса пӗтерейместчӗ пулас. Сирӗн генералсене эпӗ тыткалатӑп-ҫке, а вӗсем ӑна ҫӗнтернӗ. Ерофей Кузьмичӑн пӗр шухӑш пулнӑ: ҫынна курӑнмалла мар, лӑпкӑн пурӑнас, калӑпӑр, ҫара ҫерҫисем пурӑннӑ пек, тенӗ вӑл. Турӑҫӑм! Анчах хирӗҫ никам чӗнмест. Пантелейпа Вася чӑнкӑ ҫыр хӗрринче урисене усса лараҫҫӗ, шыва кӗрекенсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Август уйӑхӗнчи лӑпкӑ та уяр кунсем пулнӑ. — Мӗн ӑнланатӑн эс, ухмах! Юрать-и? — Кун пекех пит сивӗ ан пулӑр ӗнтӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл йӑл кулса. — Кам пӗлет ӑна! — Ҫӗмӗрмелле ӑна! Унӑн кӑштах ӑшӗ вӑркатчӗ, итлекелесе тӑнӑ май, текех вара:— Шӑп пул, ав, алӑка шаккаҫҫӗ, — тетчӗ мана. Ларать. Пуринчен ҫывӑхра Уйӑх пӗлӗчӗ, вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑнать, ун ҫумне Уйӑх ҫыпҫӑннӑ. — «Мӗнех иккен? Черкессенчен малтан темиҫе вӗшле йытӑ чупатчӗ. Хӑраса ӳкнипе эпӗ ӑна тӑратма пуҫларӑм, анчах вӑл аллисемпе, урисемпе те тапкаланма пуҫларӗ, ҫавӑ мана пушшех хӑратса пӑрахрӗ. Эпӗ сана паянхи кун ҫинчен пӑртак каласа парас тетӗп. Усал тӑшман-и вӑл е ӑсра мӗн тытнине чӗлхинче тытайман ахаль пакӑлти тата чӑрсӑр ҫын-и? Тапак турткаларӗҫ те кайрӗҫ хӑйсен ҫулӗпе. Пӗччен эпӗ лагерь патне йӑпшӑнса ҫывхарма пултаратӑн. Вӑл пӗрмаях фабрикӑна листовкӑсем илсе кайса тӑчӗ, ку ӗҫе хӑйӗн ӗҫӗ тесе шутларӗ, сыщиксем ӑна палласа хӑнӑхса ҫитрӗҫ. Ҫаксем шиклӗ чунӑн суя, тӗтреллӗ шухӑшӗсем текен шанчӑкпа хӑвна ан та йӑпат. — Ну шутласа пӑх, ачам! — терӗ пичче. Манӑн аттен акмалли ҫӗрӗ кӑна пилӗк пин теҫеттина яхӑн та, сакӑрҫӗр теҫеттин патнелле вӑрман пулнӑ. Хум иртсе кайсан, таркӑнсем ҫиеле ише-ише тухрӗҫ те, самантрах пӗрне-пӗри тӗрӗслесе илчӗҫ. Ҫынсем пурте пур, анчах лашасенчен пӗр Таука кӑна хӑтӑлнӑ: ыттисем путса шыв тӗпне анса кайнӑ. Тухрӑм урама — ҫӳретӗп, тарӑхатӑп… О, мӗнлерех савнӑҫ: ман енне, ман енне тӗмсӗлнӗ вӗт сан кӑмӑлу! Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫак хӳмене кирлӗ пек лайӑх шуратма пултараканни пин ача хушшинче е икӗ пин ача хушшинче те пӗрре тупӑнас ҫук пулӗ, — тетӗп. Хӑвӑртрах! — Мӗншӗн-ха эпир тавлашрӑмӑр? Ирхине ирех ҫӗр ҫине пӗр сехет хушши вӗтӗ ҫумӑр йӑскаса тӑчӗ, кӑнтӑрла ҫитеспе хӗвел курӑнса кайрӗ, вӑл фабрика ҫине, икӗ шыв хушшинчи савӑл евӗрлӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ӳркевлӗн пӑхса илчӗ те, Наталья ҫӗрле хӑйӗн хӗрлӗ питне мамӑк минтерсем ӑшне пытарнӑ пек, тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсем ӑшне кӗрсе пытанчӗ. Рита пукансен ӗречӗ хушшипе кайрӗ те пушӑ вырӑн тупса ларчӗ. Виҫӗ пин ҫынлӑ ҫap тӑрать, тӗрмере ларакансене ыран пурне те ҫакса вӗлермелле». Анчах вӗсем пӗр-пӗринпе вӑрманта та тӗл пулма пултарнӑ вӗт. Амӑшӗн ҫутӑ та ҫирӗппӗн пӑхакан куҫӗсем тавра темӗнле кӑвакрах йӗр палӑрать, анчах вӗсем, Наталья кӗтнӗ пек, макӑрнипе шыҫса кайман; куҫӗсем хӑйсем те тӗксӗмленнӗ, шаларах путнӑ пек курӑнаҫҫӗ, яланах кӑшт мӑнаҫлӑн, ҫынсене тиркерех пӑхаканскерсем, вӗсем паян урӑхла, инҫетрен, тӗлсӗр пӑхнӑ пек туйӑнать. Ҫула май ҫӳревҫӗсем тем пысӑкӑш выльӑх кӗтӗвӗсене тӗл пулса иртеҫҫӗ; меслетсӗр шӑрӑх тӑнипе ҫиме пултараймасӑр халтан кайнӑ выльӑхсем курӑк ҫинче йӑваланаҫҫӗ. Анчах та ку хут ҫине ҫырнӑ япала ҫеҫ пулса юлнӑ. Вилӗм пулӑҫӑ пекех; пулӑҫ пулла сӗрекепе тытать те вӑхӑтлӑха ӑна шыврах хӑварать; пулӑ ишет-ха, анчах ун тавра сӗреке, пулӑҫӑ ӑна хӑҫан туртса кӑларас тет, ҫавӑн чухне туртса кӑларать. Вӗсене пӑхса тӑнӑ май ҫапла та ӗмӗтленнӗ пуль: ҫак яштака хырсене касса вулав ҫурчӗ тӑвасчӗ, вара, ӗҫрен пушӑ чух, кӗркуннехи каҫсене кунта килсе лӑпкӑ пӳлӗмсенче ларма, ҫӗнӗ хаҫат вулама та аван пулӗччӗ. Вуникӗ сехет тӗлне эпӗ таврӑнатӑп. Савӑчӗ сӗтел ҫинче, — кӗскен татса каларӗ те старик, хӗҫне ҫӗре тӑрӑнтарса лартрӗ. Эсир тӗрӗс калатӑр, пирӗн кунта юлмашкӑн ним ӗҫ те ҫук. Сучӗ вара вӑл, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫакӑн пекрех япала… — Татах-и? Чирлӗ ҫын янравсӑр баспа калаҫрӗ, вӑл вӑрӑм пӳрнеллӗ вӑрӑм аллине халат ҫаннинчен хаяррӑн кӑларса темскер ыйтрӗ, мана унӑн пӗтӗм кӗлетки пурӑнӑҫри пек мар тӑсӑлнӑн, вӗҫӗмсӗр ӳснӗн, ҫав тӗксӗм аллипе вӑл вырӑнтан хускалмасӑрах ман пата ҫитсе пыртан ҫавӑрса тытассӑн туйӑнчӗ. Анса ларма та вӑхӑт. — Шел, мистер Морисшӑн кӳренмелле пек туйӑнать. Океан горизонт йӗрне ҫитиех сарӑлса выртать. — Юлташсем, чи малтанах эпӗ сире хӗр сывлӑхӗшӗн ӗҫме сӗнетӗп, — терӗм эпӗ, — вӑл манӑн пӗр тӑван йӑмӑкӑм пулать, анчах ҫапах та хӑнасен пуҫне уншӑн ӗҫес шухӑш пырса кӗменнине кура, ҫак куркана хамӑнах ҫӗклеме тӳрӗ килет. Ксения та старик ҫумӗнчех. Паллах ӗнтӗ, хӑранипе хӗсӗрлени нимӗнле усӑ та памӗ, Романье ҫыннисем ҫилленме ҫеҫ пултараҫҫӗ. Ир ҫинче эпӗ княҫ хӗрне пусӑ патӗнче тӗл пултӑм. Вӑл ку сӑмахсене пурте илтмелле хытӑ каларӗ. Ҫӗр ҫинче пекех, аялтах, ҫӑлтӑр сапакисем усӑнса тӑраҫҫӗ. Американецсем, честь парса, икӗ еннелле пӑрӑнчӗҫ. Пытарма каякан халӑх юханшыв хӗрне ҫитнӗ ҫӗре пачах тӗттӗмленсе ларчӗ, вара ҫула нумай-нумай сӑмала ҫуткӑҫсен ҫути ҫутатрӗ. Унтан, Фома умне пырса тӑнӑ та, аллисене хӑй пуҫӗ ҫине хурса:— Пӗлетӗн-и мӗскер? — Нагульнов аллине тӑсрӗ, анчах Титок лӑпкӑн кӑна ӑна аяккалла сирчӗ. — Сывпулӑр… — шӑппӑн тавӑрнӑ Медынская. Куҫне ҫыхнине салтнӑ хыҫҫӑн ҫыхни ҫамки ҫинче кӑна тӑрса юлчӗ. — Манӑн ҫипуҫ пиратсенни пек мар, — терӗ вӑл питӗ хуйхӑрса, — ах, манӑн тумтирӗ те ҫак анчах-ҫке… Мӗнле калас-ха ман ӑна, мӗнле? — Эпӗ те пырам-и сирӗнпе? — ыйтрӗ Дик Сэнд американецран. Стефчов эпир юрла пуҫличченех тухса шурӗ, — терӗ Соколов. Темиҫе ярд катанпир е мӗнле те пулин хаклӑрах пусма — ӗҫ укҫи — илнӗ хыҫҫӑн вӗсем тара кӗрӗшмелли урӑх караван шырама пуҫлаҫҫӗ. Пӗррехинче вӑл, ҫула тухас умӗнхи кӗрхи каҫ, ҫӑл патне шыв ӑсма кайнине асне илчӗ. Гленарван ҫак вырӑна ҫырса ҫитрӗ те, вара майор, Гленарванӑн йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ҫырса пыракан алли ҫинчен куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑраканскер, «Айртон» ята вӑл мӗнле ҫырассине ыйтрӗ. Егор пӗр хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, унтан ун патне пычӗ те:— Йывӑр, хамӑр ял! Ӑна тата пиҫиххи хушшинчен тухса тӑракан пистолетсен тыткисем те сахал мар чӑрмантарчӗҫ. Кун пек япала пулнӑшӑн Исидора питех хӑрамарӗ. Ку вӑл — вӑрман хуллен кӑна шавлани илтӗнет… Горицветов — вӗсем пекех хавасланса кулмасть, вӑл яланах, хӑйӗн куллине пат татса, юлташӗсене ӗнентерме тӑрӑшать: — Тӑхтӑр-ха, ку пӗртте кулӑшла мар! — Эпӗ акӑ, сӑмахран, пӗр ҫак шухӑша кӑна тытатӑп… — терӗ доктор. — Эпӗ пӗлместӗп, эпӗ еврей халӑхӗнчен аслӑ атамана. — Эпӗ пӗтӗм колхоз выльӑхӗ тата сирӗн ӗнесем валли хӗл каҫарма утӑ хатӗрлесшӗн. — Халӗ вунпӗр сехет те хӗрӗх виҫӗ минут, — поезд икӗ сехет те пилӗк минутра пулать, унта кайма — пилӗк сехет е вунпилӗк минут кирлӗ. — Ҫутӑлсан каятпӑр. Аллине майӗпен сулса, вӑл ҫапла каларӗ: — Халех, пӗтӗмпех ӑнлантарса паратӑп. Паллах, ҫапла. Вара вӑл ҫав кӑнтӑр полушаринчи икӗ пысӑк утрав ҫине килсе курнӑ шыравҫӑсен ячӗсене татах ӑс-тӑнӗпе аса илсе пырать. Озеровецсем унтан пичӗсене хӳтӗлеҫҫӗ, хӑлхисем ҫине пилоткисене антара-антара лартаҫҫӗ, лутӑрканса пӗтнӗ вараланчӑк шинель тӑхӑннӑскерсем, хутлана-хутлана, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнкалаҫҫӗ — ботинкисемпе шӑн тӑпрана тата хытӑрах кӑптӑртаттараҫҫӗ. Ку пит те ҫыпӑҫуллӑ ӳкернӗ пит-куҫ ӗнтӗ, анчах унта пӗтӗмӗшле йӗрсем кӑна, вӑл сивӗ сӑнлӑ, унта пӗр чӗрӗ йӗр те ҫук. — Вӑл манӑн та пур, — тенӗ Фома. «Тусемпе пӗлӗтсем йӑлтах пӗр сӑнлӑ», — шутларӗ вӑл; юрлӑ тусен хӑйне уйрӑм илемӗ пурри ҫинчен каласа панисене ултав вырӑнне хучӗ, Бах музыкине тата хӗрарӑмсене юратнине ӗненмен пекех, ӗненмелле мар, терӗ, — вара вӑл тусене кӗтме пӑрахрӗ. Мэрипе Роберт — Грант капитанӑн пӗртен-пӗр ачисем иккен. Роберта илсен вара, вӑл малалла чаплӑ юланутҫӑ пуласси таҫтанах курӑнса тӑрать. Пӗчӗк отряд ҫул ҫине тапранчӗ. «Юратмасть вӑл мана, — терӗ хӑй ӑшӗнче тимӗрҫӗ, пуҫне усса. Вара шкапӗнчен пӗр бутылка кӑларса сӗтелӗ ҫине хучӗ, ҫӑкӑр касрӗ, чӳречесен хушшинчен какай кӑларчӗ, ӑна та касса хучӗ. Унта эсир мӗн кирлине тӑватӑр та хӗрӗхе яхӑн винтовкӑпа ҫапӑҫу хатӗрӗсем туянатӑр. Вӑл мана кирлӗ мар. Вара вӑл хӑйне хӗр чуптунисене, хыткан алӑсем чӑмӑртанине тата унӑн: «аллусем санӑн мӗнле шурӑ!» текен сӑмахӗсене савӑнсах аса илчӗ. «Пилигрим» ҫапӑнса арканнӑ хыҫҫӑн та вӗсен терчӗсем пӗтмерӗҫ. Туземецсен аллине лекес пулсан, тата урӑх хӑрушӑрах хӗн-хур кӗтет вӗсене. Ҫак меслете хӑй аллине ярса илтӗр ҫеҫ — хӗрарӑм унпа ытлашши усӑ курма та пуҫлать, вара хӑрушӑ влаҫа пӗтӗмпех хӑй аллине кӳрет. Вӑл хӑйпе пӗрле кунта кӗрсе вырнаҫнӑ тӗлӗнмелле обществӑна тин ҫеҫ курса ярать. — Иванчо! — сасӑ пачӗ вӑл утӑ хӑпартнӑ ҫӗре пӑхса. Старик пачах халтан кайса хашкаса сывлать; щеткӑпа кашни пусмассерен сиккелесе тӑнӑ май ахлаткаласа илет, тарпа йӗпеннӗ лапсӑркка ҫӳҫӗ, шултра ӳсентӑранӑн шыв ҫисе кайнӑ тымарӗсем пек, пӗр енчен тепӗр еннелле йывӑррӑн сулланса тӑрать. Пӗрремӗш хут ҫапӑҫура пулса курнӑ ҫынсен нумайӑшӗн сӑн-сӑпачӗ улшӑннӑ пек. Ҫавӑн пек улшӑну пурри Яхно сӑн-сӑпатӗнче те пур пек. Темскер улшӑннӑ: те пӗркеленчӗксем нумайланнӑ, те вилӗм курнӑ куҫӗсем хӑйсен ӗлӗкхи тӗсне улӑштарнӑ. Качака урсан, унӑн сӗчӗ пӑсӑлать. — Пурте — пирӗн! Вӑл ҫакна асӑрхарӗ те тимлӗрех пулса итлеме хушрӗ; вара эпӗ тӑтӑм та каллех хамӑн вакуна кайрӑм. Пуҫласах капла туни мана малалла ырриех пулас ҫуккине систерчӗ. Эпӗ термометра пӑхатӑп, вӑл (кунта цифра хуралнӑ) градус кӑтартать. Йӗкӗт куҫӗ ҫиҫсе-ҫутӑлса илчӗ те, хӑй васкаса калаҫма тапратрӗ: — Эпӗ ӑна тавӑрса паратӑп! Хӑвах виҫсе пӑхсам! Кунта пилӗк е ултӑ хӗрарӑмччӗ. Эсӗ тата авланасса та шута илетӗн; эпӗ кӑна кӗтменччӗ вара санран. «Дункан»? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Андрей хӑвӑрт пӑшӑлтатса Юргина чарса тӑратрӗ. Зон ӗлӗкрех пур таварсене те мӗнчул кирлӗ ҫавӑн чухлӗ сутса тӑнӑ. — Ӗҫсем начар курӑнать сан, — терӗ Юргин. — Чӑнах-и? — Вӑл «сывлӑшпа чирлесси» мӗн иккенне пӗлнӗ-им? — Мӗскӗн Кандов… Алӑк патӗнчи стена ҫумне чикнӗ хӑйӑ ҫатӑртатса ҫунать. Шелленипе те юратнипе йӑлтлатсах сиксе илчӗ Ромашовӑн чӗри. — Эпӗ сана хам пӗлнӗ пек ӑс паратӑп, эсӗ пур — ҫилленетӗн. Сидонра питех те тӑрӑшса якатнӑ сакӑр кӗмӗл тӗкӗре, ҫын пӗвӗ ҫӳллешскерсене, ҫӑмӑл, шурӑ колоннӑсем хушшинчи стенасем ӑшне вырнаҫтара-вырнаҫтара тухнӑ. Ирхи апат-ҫимӗҫ пӗҫернӗ хыҫҫӑн хутор ҫинче ҫаплах кизекӗн йӳҫӗкрех тӗтӗмӗ ҫакӑнса тӑрать, вӑшӑл-вӑшӑл вӗрекен ҫил ҫул ҫинчи чечеке ларнӑ мӑянӑн тутлӑ шӑршине хумхатать, выльӑх картисем тӗлӗпе иртсе пыракан мучи хӑй ачаранпах пӗлекен ӗне тислӗкӗпе сӗт шӑрши ҫапнине туять. Мӗн пулать-ши? — тенӗ вӑл. Анчах лаша ӗнтӗ халь тискер мар, йӑвашлатнӑ лаша пулнӑ, вӑл ӗнтӗ Мориса ывӑтса яма хӑтланман, ӑна хӑйӗн хуҫи вырӑнне шутласа, ӑна парӑннӑ, лӑпланнӑ. Гаррис вырӑссем американецсене юратманни ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшрӗ, Воропаев ӑна ӗҫ юратура марри ҫинчен, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, пирӗн ҫынсем американецсене юратни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Унта пӑлхава хатӗрленеҫҫӗ, вӑрҫа каяҫҫӗ; эпӗ те милосерди сестри пулса кайӑп; чирлисене, аманнисене пӑхӑп. — Канма? — хирӗҫлерӗ ҫамрӑк. Ӗҫ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ пулсан, Бил ҫапла тунӑ пулӗччӗ, анчах вӑл апла тӑвас ҫук. Вӑл пӗр пысӑк лупашка умне пырса тухрӗ. Ахӑртнех, вӑл суккӑр ҫын пулмалла, хӑйӗн умӗнчи ҫула патакпа хыпашласа пырать. Унӑн куҫӗпе сӑмси ҫинче симӗс хӳтлӗх ҫакӑнса тӑрать. Ватӑлӑхпа-и е чирпе, ывӑннӑскер, вӑл матросӑн кивӗ, ҫурӑлса пӗтнӗ плащӗпе пӗркеннӗ. Плащ капюшонӗ унӑн ӳт-пӗвӗн кӗлеткине хупӑрласа тӑрать. Ҫапла асапланса ларасси пӗтсен, юлашкинчен, «аминь» сӑмаха каласа, пурте ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗҫ. Ӑна туса пӗтереймен пек туйӑнать, анчах лайӑх ӳкерни пӗрре пӑхсах паллӑ. Икӗ стрелковӑй батальон тата вак подразделенисем вӑрманти аслӑ уҫланкӑра йӗркеленсе тӑчӗҫ. — Э, пӑрах! — Ан калаҫ эсӗ, — вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн йынӑшать Баймакова, ун ҫӑварне пӑр катӑкӗсем чиксе. Эпӗ пӗрремӗш курсра вӗренекенсен ӗҫкине каясси ҫинчен пӗлсен, Володя йӗрӗнӳллӗн кулса илчӗ; анчах эпӗ вӑхӑта унашкал ирттерсе курманнипе ку мана тӗлӗнмелле пысӑк савӑнӑҫ кӳрессе кӗтрӗм, ҫавӑнпа 3. барон патне шӑп та лӑп кӑтартнӑ вӑхӑтра, сакӑр сехет тӗлне, ҫитрӗм. — Антармалла пулмӗ. — Ку йытӑ пире иксӗмӗре, — хулпуҫҫи урлӑ пӳрнепе Сергей ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — пире иксӗмӗре тӑрантарать те тумлантарать, теме юрать. Учӗнӑй аттестата кура коллежски асессор ятне илекенсене Кавказран килнӗ коллежски асессорсемпе танлаштарма юрамастех ӗнтӗ. Амӑшӗ умӗпе столярсен цехӗн мастерӗ Вавиловпа Исай табельщик васкамасӑр иртсе кайрӗҫ. Z хули. Унӑн сӑнӗ ҫинче вӑл ывӑнни тата ыратнине аран тӳсни ҫав самантрах палӑрми пулчӗҫ. Корытов пирки сӑмах тапратрӗҫ. Ҫапах та чусти ытарма ҫук хӑпарса ҫитрӗ, Даша инке ӑна тутанса пӑхса лайӑх «тӗпренсех каймасть ку», терӗ пулин те, вӑрҫӑ вӑхӑтне кура, пӗҫернӗ кукли лайӑх пуласси курӑнсах тӑратчӗ. — Тытнӑ ӑна… Ура сасси илтӗнсе кайрӗ те, Кралич тырӑ ларӗпе стена хушшинчи хӗсӗк вырӑна васкаса пытанчӗ. Хӑш-пӗрисем вара, Чарткова ӗлӗкренпех пӗлекенскерсем, унӑн малтанах уҫҫӑн курӑнса тӑракан таланчӗ мӗншӗн ҫухалнине ӑнланса илме пултараймарӗҫ, вӗсене ҫын пултарулӑхӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ-ҫитмен пӗтсе ларни тӗлӗнтерчӗ. — Ҫук. Хорь хулана кайрӗ, — тесе тавӑрчӗ ҫамрӑк каччӑ, кулнӑ май юр пек шурӑ шӑлӗсене кӑтартса. Кӑнтӑрла Половцев та, Лятьевский те килтен тухман; хӑйсен ирӗкӗпе хупӑнса ларнӑскерсене хӑйпӑтса кӑларнӑ урай хӑми айне тула тухма цинк витре лартса панӑ. — Мӗн вара? — хыпаланса ыйтрӗ юнашар ларакан Дубцов. Хӑшпӗрисен арӑмӗсем Польшӑра, теприсен — Украинӑра; хӑшӗ-пӑрин Турцире те арӑмӗсем пур». — Ҫапӑҫакансем кунта пирӗннисенчен маттуртарах пулас? Пурте пӗр самантрах ҫак сӑмахсене калакан ҫын енне ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Вӑрӑсем ҫук пулсан — хӑй вӑрлать… Виҫҫӗмӗш пӳлӗмре, — лутра, кавирсемпе тултарнӑ, — тӳпемре, ҫӳллӗ пусӑ айӗнче, ҫутӑ ӳкекен ҫӗрте сарлака кравать ларать. Укҫашӑн кӗрешеҫҫӗ, укҫара — чун… — тесе ҫеҫ ответленӗ. Хамӑн хулӑн пӳ-сипе, кӗске урасемпе эпӗ юр ҫинче ҫӳрейместӗп, такӑр вырӑнтах юр ӑшне лакса ларма пултаратӑп. Анчах ҫапла нимӗн шеллемесӗр ҫапма юрамасть, — Тоня ахӑлтатса кулса ячӗ. — Епле ӗҫ ҫук, эпир унӑн компаньонӗсем вӗт. — Паллах, кунта та ӳсеҫҫӗ, анчах вӑрах ӳсеҫҫӗ, ҫынсем вара кирлӗ, пур ҫӗрте те ҫара, — ответлерӗ Воропаев, ку ыйту тӗлӗшпе Сталин ӑна хӳтӗлес ҫуккине туйса. Вӑл хӗрте ӑратлӑх нумай… Вӑл куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр Егорушка ҫине пӑхать, ахӑртнех, хӑйне хӑй мелсӗррӗн туять пулмалла. Инсаровӑн ҫӗршывӗнчи ҫынсем — болгарсем килчӗҫ; вӗсенчен иккӗшне Берсенев палласа илчӗ, вӗсем, никам кӗтмен ҫӗртен дачӑна пырса кайса, ӑна тӗлӗнтерсе хӑварнӑччӗ; пурте вӗсем чӗререн пулӑшасшӑн пулчӗҫ, хӑшпӗрисем, Берсеневпа ылмашса, чирлӗ ҫын патӗнче ларма хатӗррине пӗлтерчӗҫ; анчах Берсенев, Еленӑна панӑ сӑмаха асра тытса, вӗсемпе килӗшмерӗ. — Ҫапла… часах. Николай Антоныч ӗлӗк кам пулнине пӗлесси хамшӑн нимӗне те тӑман пек кӑтартасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫав хутсем мӗн ҫинчен каланине ыйткаларӑм, юри тунӑ сассӑмпа Катьӑсӑр кайма пултараймастӑп тесе те пӑхрӑм. Эсӗ, Яков Лукич, кӗместӗн пулсан, апла манӑн кӗмелле. Пушӑ. — Пит аван! Лӑпах ҫавӑн пек кирлӗ те, — терӗҫ темиҫе сасӑ. — Тарӑр! «Тен, ҫав пӑрахутпа Том Сойер килет, — шухӑшласа илтӗм эпӗ. Вӑл «вилнӗ тӑванӗн» ҫырӑвӗсене кӗртет, лешӗ сутӑҫӑсем ҫине питӗ кӳреннӗ пулать, мӗншӗн тесен Архангельскра тӑрас вӑхӑта кӗскетнипе, хӑвӑртрах тинӗсе тухмалла пулнипе усӑ курса вӗсем ӑна улталанӑ пулать. Вӗсем чарӑнчӗҫ те уласа ячӗҫ. «Полесье… тӗттӗм кӗтес… ҫутҫанталӑкӑн никам тӗкӗнмен таса чӗрҫийӗ… ансат ӑслав… сӗм авалхилле кӑмӑл-екӗ, — шухӑшларӑм эпӗ вакунра ларса пынӑ май, — маншӑн пӗр пӗлмен халӑх, тӗлӗнтермӗшле йӑла-йӗрке, хӑйне евер чӗлхе… тата, паллах, мӗн чул ҫунатлӑ легенда, тӗрлӗ самах-юмахпа юрӑ пулма кирлӗ!» 4. Пӗр чарӑнми ҫумӑр лӳшкенӗ вӑхӑтра икӗ-виҫӗ кун хушши е ытларах барометр юпи майӗпен пӗр чарӑнми хӑпарать пулсан, ку ҫанталӑк уяртасса пӗлтерет. Анчах ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра хӑпарнӑ ртуть юпи уяртсанах анма пуҫларӗ пулсан — уяр ҫанталӑк нумая пымасть, е пачах урӑхла. — Ху кала… — Эпӗ йытта пит хӗрхенетӗп-ҫке. Апла эппин, хурӑн ҫырлинчен ырӑрах апат та тупма пулать. — Сан сӑмах ӑна йӑлӑхтарса ҫитериччен ҫеҫ кӗтсе тӑрӑп эпӗ… — Шавсӑр ҫӳрес, эппин, хӑрушлӑхсӑр та, — терӗ вӑл. Эпир килелле сӗнкӗлтетрӗмӗр. Манӑн чун вырӑнта мар, кӑмӑл пусӑрӑнчӑк, нимӗнле усал ӗҫ туман пулин те, темшӗн айӑплӑ пек туятӑп хама. Пӗр сехет каялла кӑна манпа кӑвайт умӗнче калаҫса ларнӑ ҫын ҫавӑ пулнине эпӗ халӗ те шансах ҫитерейместӗп, ҫавӑнпа та питӗ асӑрханса ҫыратӑп. Тӑванӑм… — Макар мӗнле? Эпӗ ҫаврӑнса пӑхнӑ чухне вӑл, кӗпер карлӑкӗ ҫумне таяннӑскер, мана айӑккӑн курӑнмалла тӑрса, мал еннелле пӑхатчӗ. Сирень тӗмисем ҫинчи ҫерҫи ушкӑнӗ пӑрлатса вӗҫсе саланчӗ, — сирень ҫулҫисене тӑм тивнӗ пулин те, вӗсем халь те-ха симӗссӗн курӑнса лараҫҫӗ. Пӗтӗм ҫурт чӗтренет. Ученӑя ҫеҫ ҫирӗм-ҫирӗм пилӗк ҫула ҫитсен тин хатӗрлеме пуҫлаҫҫӗ. — Вӑт ухмах! — сиксе тӑчӗ Тимур. — Ку ӗҫе мана шанса парӑр, — терӗ герцог, — эпӗ майне тупатӑп, кирлӗ чухне кӑнтӑрлах ишме пултаратӑп. Пистолета авӑрламанччӗ. Хӑйӗнче амаланса кайнӑ ҫуйкӑнлӑх ӑна хӗрарӑм чунӗпе ӳчӗн патши туса хунӑ, вӑл ҫак влаҫӑн вутлӑ пылакне тӑрана пӗлми ӗҫнӗ, вара ҫак техӗм унӑн ӑшчикӗнчен мӗнпур кӑнттамлӑха, ӑна халиччен салхуллӑх, айванлӑх сӑнне паракан майсӑрлӑха пӗтӗмӗшпех ҫунтарса кӑларнӑ, унӑн чӗрине ҫамрӑк мӑнаҫлӑхпа шӑварнӑ, ӑна хӑйӗн тивӗҫлӗхне туйса тӑракан ҫын тунӑ. Пуҫ мимине кӑшт ҫӑралатас тенӗччӗ-ҫке, атту вӑл ман кӑшт шӗвӗрех. Пӗчӗк япаласенче тӗнчере пулса пыракан туртӑнӑва асӑрхама питӗ йывӑр: вӗсем пӗр-пӗрин патнелле туртӑнаҫҫӗ пулин те, туртӑну вӑйӗ хӑйсен пит сахал. — Эпӗ пур ӗҫе те лайӑх тӑватӑп, — лӑпкӑн пӗлтернӗ Смолин. Одинцова хӑйӗн кабинечӗ патне хӑвӑрт утса ҫитрӗ. — Лере, башньӑн виҫҫӗмӗш хутӗнче, алӑк пур. Анчах эпӗ, манӑн калава вуланӑ хыҫҫӑн, голландецсем ӗмӗр вилмен ҫынсемпе интересленсе, вӗсем пирки хушса тата каласа парӗҫ тесе шанатӑп. Мӗн тата, манӑн йӗмелле-им-ха, тӗлӗнтермӗш? Аня пӗчӗк кӗнеки ҫине ҫырса хучӗ: «Флот наркомачӗн…» Андрей ӑна тӑруках хӑй патнелле туртса илчӗ. Вара Давыдовран шиклӗн пӑрӑнчӗ: — Хоспоти! Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ, хӑйӗн матросӑн хуҫӑлакан ҫӗҫҫине кӑларса уҫрӗ те, ӑна алӑ тупанӗ ҫинче ҫавӑркаласа, доктора стена ҫумне пӑталаса хурассипе юнарӗ. Шкафра амӑшӗ хӑйӗн алӑ ӗҫӗсене хуракан корзинка тӑнӑ. Унта хачӑ пулмалла. Артур хӑйӗн юн тымарне хачӑпа касса татма шухӑшларӗ. Ыратнипе авкаланса ӳксе, Зельцер кӗтеселле сулӑнса кайрӗ. — Сӑхманне те миххе чиксе ҫурӑм хыҫне майлаштарнӑ. Пассажирсене вӑрт-варт тӗрткелесе, вӑл карлӑкран ярса тытрӗ. Эпӗ аманман, апла пулсан, пуринчен те ытларах тытӑнса тӑма пултаратӑп. Кирек мӗнле пулсан та эпӗ Вальӑна кураймарӑм. Павел Наташӑпа калаҫнӑ чух е ун ҫине пӑхнӑ чух унӑн куҫӗ ҫемҫерех ҫутӑлнӑн, сасси ачашрах янӑранӑн, вӑл пӗтӗмӗшпех сӑпайлӑ пулнӑн туйӑнчӗ амӑшне. Вӑл пӑшалне авӑрларӗ те юхса каякан пӗренене сӑнама пуҫларӗ. Пурте курасшӑн кӗтсе тӑнӑ. — Эсир: «Идеализм», тесе ҫыратӑр. Ку факта эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпех тӗрӗслесе пӑхрӑм. Халь акӑ алӑ пама та именмелле. Нумай ҫулсем хушши вӑл Джеммӑна юратни ҫинчен каламан, анчах халӗ вӑл, ун хуйхине курсан, чӑтса тӑраймарӗ, аллинчи хута пӑрахрӗ те Джеммӑна ыталаса илчӗ. Океан леш енче колони тытса тӑракан Европӑри ҫӗршывсем нумай вӑхӑт хушши ҫын сутса пысӑк услам илсе пурӑннӑ. — Америка ҫыранӗпе ун хушши мӗн чухлӗ? Унӑн куҫӗсем яланах ҫӳлелле, ҫӑра тӗтреллӗ пӗлӗт ҫине пӑхса ирттерчӗҫ. Мистер Трелони, эсир, сэр, мана тӗлӗнтертӗр. Ҫырӑва вуласа тухсанах, Валя Климкӑна ыталаса илчӗ. Ҫапах та ҫирӗп йывӑҫ, ҫӗр ҫула чӑтать. Ну мӗнле? Корчагин тепӗр куннех ЦК секретариачӗн секретлӑ пайӗнче ӗҫлеме пуҫларӗ. Ӑна, малтанлӑха, хӑй ӗҫлеме тытӑнсанах ҫухатнӑ вӑя каялла тавӑрӑннӑ пек туйӑнчӗ. Анчах, Луиза ачаран илемлӗ хӗр пулса тӑрсан, Кольхаун вӗсем патне час-часах пырса, нумайрах хӑна пулма тӑрӑшнӑ. Вӗсен паттӑрлӑхӗ — ята ҫӗртнӗ паттӑрлӑх. — Нимӗн те тумарӗҫ. Унтан вара, сарлака кӑкӑрӗпе хашлатса, ҫӳлелле тухрӗ. Хӗвелшӗн те, ухмаха ернӗ! Часах унпа Ҫӑрттан мучи пӗрлешрӗ. Ҫӑлӑнӑҫ халь хӑвӑрт тапранса кайнинче ҫеҫ. Эпӗ кил-йышпах депо патнелле ҫывхаратӑп, кунта тӗрӗсрех. Ура ҫине тӑтӑм. Вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ хам ӑҫта тата мӗн тума васкаса хыпаланнине те пачах мана-мана кайнӑ; ӑнра пурӗ те темле тӳрлетсе пӗтермелле мар, ухмахла та хӑрушӑ япала пулса иртнине систерекен сӗмлӗх ҫеҫ тӗтреленсе юлнӑ, — уҫҫи-хуппи ҫук сивчир тӗлӗкӗпе аташакан ҫынна тепӗр чух ним сӑлтавсӑрах ҫавӑрса илекен йывӑр сехӗрленӳ евӗр сӗмлӗх. Вӗсене вутра, е каймансен ҫӑварӗнче асаплӑ вилӗм кӗтсе тӑрать. Артамонов пӗр шеллесе тӑмасӑр хӗрсене — хӑюсем, кучченеҫсем, каччӑсене — укҫа парса парнелерӗ, вӗсен ашшӗсемпе амӑшӗсене вилес патне ҫитиччен ӗҫтерчӗ, пурне те ытала-ытала силлерӗ: — Эх, этемсем! Георгий пакет ҫине пӑхрӗ те, мӗн пулнине тавҫӑрса илсе, шӑхӑркаласа илчӗ. Ҫак сӑмахсенчен манӑн пӗтӗм ӳт-тир сӗрӗлтетсе кайрӗ; ҫапах та эпӗ хама-хам алла илсе нимӗн те палӑртас мар, терӗм. Ку ачан ӗлӗк эпӗ тунӑ ӗҫсене туса тӑмалла пулнӑ. — Тэ-эк… «Эпӗ — вӑл шалта, — шутларӗ Ромашов, — ытти вара — пӗтӗмӗшпех ют, ку — Эпӗ мар. «Хӑшӗсем ҫакӑнта выртаҫҫӗ-ши? — ирӗксӗрех шухӑшларӗ вӑл. Выҫӑпа вилесси законсӑр пурӑнни пулмасть-и вара? Мӗнле майпа карап кунта лекнӗ? Ӳсӗр Житейкин, аллине икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал тытса, ҫара пуҫӑн, хӗрелсе кайнӑ кукшине ҫутӑлтарса, хӑйӗн тир-сӑран тӑвакан ҫыннисем умӗн пырса пӗрмаях ҫухӑрчӗ: — Ачамсем! Ҫав десанта ҫыран хӗррине антарни пӑлхав пуҫарса янӑ роялистсене ҫӗнтерӳ кӳнӗ пулӗччӗ. Вӑл калама ҫук телейлӗ пулнӑ. Пушӑ та йӗрӗнтерсе ямаллах туса ҫитернӗ ӑна! Туслашнӑранпа вӗсем мӗн пурӗ те иккӗмӗш хут ҫеҫ чуптӑваҫҫӗ-ха. Тепӗр самантран пуҫлӑхсем, салтаксем, япала йӑтакансем, чурасем — пурте ура ҫинчеччӗ ӗнтӗ. Чикӗ вӑл — икӗ юпа. Тата пӑртак тӑхтаса пӑхар-ха, малалла мӗн пулӗ. Пирӗн хушӑра чӑтма ҫук тарӑн, тӗпсӗр вар пулнӑ, (кун ҫинчен сире каласа патӑм), эпир пӗр-пӗрне кураймасӑр пурӑннӑ, ҫавӑн пек пурнӑҫра кризис тума пӗрремӗш йӳтӗмех, сӑлтавах ҫителӗклӗ пулнӑ. Акӑ халь кам сӑнарлӑ пулса тӑнӑ иккен вӑл — Марк Твен пек! — Арҫури ҫухӑрмасть, вӑл чӗлхесӗр, аллипе ҫупать те ҫатӑртаттарать, — тесе хучӗ Илюш. Сӑмахран, чи тарӑна анса курнисем Тирольре Китц-Бюль шахтисенче тата Чихире Куттенберг шахтисенче пулнӑ, анчах эпир тата аяларах аннӑ. — Демка, икӗ еннелле сапаланса кайнӑ куҫӗсемпе Кондратпала Разметнов ҫинелле пӑхрӗ те, лайӑх мар сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкрӗ. Анчах халӗ ӗнтӗ иртсе кайрӗ. Казармӑсем ҫунаҫҫӗ. Вӗсем аякра, чугун ҫулӑн тепӗр енче!.. Граф Геновевӑпа сыв пуллашнӑ чух арӑмӗ ӑнран кайса ӳкрӗ, графӗ тухса кайрӗ. Вӑл Джоннипе ҫумлӑ тӑракан машина умӗнче никам та ҫуккине ҫавӑнтах сисрӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ. Пӗрре кӑна мар ҫапла пулнӑ манӑн: тӗлӗкре палланӑ вырӑна, калӑпӑр, мунчана куратӑп, — унӑн кӗтесӗ айне кӗмӗл чашӑк-тирӗк тултарнӑ арча алтса лартнӑ. — Эхе! — пӳлчӗ ӑна Кирила Петрович, — эсӗ хӑракан йышшисенчен пулас; мӗнрен хӑрарӑн вара? — Ку тимӗре нимӗнле хурҫӑ та витес ҫук, — терӗ пӗр сапер. Хӗрсем ман ҫине шанчӑксӑр ҫын ҫине пӑхнӑ пек паха пуҫларӗҫ. Тата анне те ҫук! Патаксем «попиндикулярно» пулмалла. Шӑмма пӑчкӑпа татнӑ чух хӑрушла хытӑ ыратрӗ, анчах та вӑл, асапа тӳсме вӗреннӗскер, халӗ ҫак шурӑ халат тӑхӑннӑ, пичӗсене марлӗрен тунӑ маскӑсемпе хупланӑ ҫынсем унӑн урисем патӗнче мӗн тунине те питех ӑнланаймарӗ. Симурден хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ хушнине пӑхӑнса тӑракан ҫын пулнӑ. — Монтанелли сассинче иккӗленни илтӗнсе кайрӗ. Тасал кунтан, унсӑрӑн ҫакӑнтах вӗлеретӗп!» Хӑш-пӗр участоксенче пирӗн ҫарсем, уйрӑм пунктсене алӑран вӗҫертсе, каялла чакатчӗҫ, тепӗр ҫӗрте тата — лайӑхрах позицисем йышӑнас тесе, хӑйсемех каялла куҫса каятчӗҫ. — Эпӗ мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех турӑм, — терӗ амӑшӗ куҫҫуль витӗр. — Ҫапла, — ҫирӗплетрӗ Дик, — ҫил чӑнласах кӗрлеме пуҫлать пулмалла. — Тепӗр вунпилӗк минутран чикмек кунта ҫитет, командир. Ха-ха-ха! Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ пӗрремӗш хут чугун ҫулпа билетпа каятӑп. Егорушка ҫумӗнчех ҫил варкӑшрӗ, ҫывӑхранах темле пысӑк хура кайӑк ҫуначӗсемпе сулласа вӗҫсе иртнӗн туйӑнчӗ. Ромашов ӗнерхи ҫапӑҫӑва яр-уҫҫӑн та тертлӗн-асаплӑн аса илчӗ, йӑлт курпунланса тӗршӗнсе, пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑйне ҫав мӑшкӑлла асаилӳсен чӑтмалла мар йывӑрӑшӗпелен лапчӑнса ларнӑн туйса, хаҫат хыҫне пытанчӗ, куҫне те пулин хыттӑн хӗссе хучӗ. — Кунта шыва кӗрсе тухӑпӑр ӗнтӗ, Лодыжкин мучи, — терӗ Сергей татӑклӑн. Ҫук! Чун вӗҫӗ-хӗррисӗр, тӗпсӗр пушӑ ҫӗрте ярӑнса ҫӳрет те, шӑрпӑк ҫути тӗттӗмре сӳнсе ларнӑ пек, сӳнсе пӗтсе ларать, вӑл ҫав пушӑ ҫӗр талккӑшӗнче йӑлтах ирӗлсе каять, унта ҫын ҫитмелле мар ҫӑлтӑрсем ҫеҫ йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӗр ҫинче пурте пӑчланнӑ, пурте кирлӗ мар, йӑлтах вилнӗ пек туйӑнать. Ҫапла, ялава ҫакас енӗпе васкама кирлӗ мар. Кайрантарахпа, вӗсем халапланисене итлесе, эпӗ пӗлсе илтӗм: вӗсем ҫӗрле те ҫавӑн ҫинченех, кӑнтӑрла ҫынсем мӗн ҫинчен калаҫма юратаҫҫӗ, ҫавнах тапратса калаҫаҫҫӗ иккен: турӑ ҫинчен, чӑнлӑх, телей ҫинчен, хӗрарӑмсем ухмаххи тата чейи ҫинчен, пуянсем сӗмсӗрри ҫинчен тата пӗтӗм пурӑнӑҫ арпашса кайса ӑнланмалла мар пулни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. — Пашут ялне ҫур сехетре ҫитрӗм тетӗп, — кӑшкӑрса каланӑ Ваҫили Андрейч. Анчах тӑнпуҫа ҫав тери хытӑ ӗҫлеттерни ӑна пӗтерсе хунӑ, ҫав кунтанпа вара вӑл йӑлт ухмах пулса юлнӑ. Санпа иксӗмӗрӗн пирӗн намӑс курса ларас марччӗ… Ҫав сӑнра ҫынна мӗскӗнлетекен туйӑм, выльӑхла хӑравҫӑлӑх пулнӑ. — Эпӗ хам сана нумайтарах парасшӑнччӗ. Пӗрени вара, пысӑк пӗрене, ишет тата шыва май мар, урлӑ ишет. Пӑхатӑп, ун айӗнчен пуҫ курӑнать. Акӑ эпӗ сире унта кам-кам пуррине пурне те каласа парам: Тарас Тарасович, Евпл Акинфович, Евтихий Евтихиевич, Иван Иванович, леш Иван Иванович мар, — тепри, Савва Гаврилович, хамӑр Иван Иванович, Елевферий Елевфериевич, Макар Назарович, Фома Григорьевич… Ҫук, пултараймастӑп малалла! Халӑм ҫитеймест! Ҫырса аллӑм ывӑнчӗ! Виҫӗ юланучӗ те халӑх ушкӑнӗ патӗнче чарӑнса тӑчӗ; халӑх ушкӑнӗ вӗсене ҫавӑнтах пур енчен те хупӑрласа илчӗ. Урапа ҫинчен сиксе анчӗ те пушӑ алӑпах ман ҫине вирхӗнчӗ… — Пӑрӑҫ ҫитер-ха ӑна, Варькӑ! — Чӑнах та, эсӗ пит тӗлӗнмеллескер, — терӗ хӗрача шухӑшлӑ та шеллевлӗ сасӑпа. «Интересно, — тесе мӑкӑртатнӑ вӑл хӑй ӑссӗн, кил-картишне пырса кӗрсе, — чӑнах та ҫав йӗпе сӑмсаллӑ ухмах хӑйӗн аппӑшне улталанӑ ҫын умӗнче каҫару ыйтма хатӗрленет-ши? Сирӗн суя, фальчь, пурте фальчь. «Эпӗ килӗшместӗп», терӗ вӑл тепӗр хут аран-аран илтӗнмелле. Ерофей Кузьмич алӑк урлӑ каҫса пуҫ таяс шухӑшпа ҫӗлӗкне илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Квейс сӗтел ҫумӗнчен хӑвӑрт хӑпрӗ те, автан киккирикӗ пек ҫӳҫ тӑпкине силлентерсе илсе, Ерофей Кузьмич кӑкӑрӗ ҫинелле шӗвӗр пӳрнипе тӗксе кӑтартрӗ. Ирхи апат ҫинӗ чух вӑл хӑйне сиделка илсе пырса панине пӗтӗмпех ҫисе ячӗ, — пушӑ тарелкӑсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те татах илсе пырса пама ыйтрӗ. — Эсӗ хӑв та сухална хыртарса яр. Вӑл нихӑҫан та калаҫман, нимӗн ҫинчен те ыйтман, нимӗн ҫинчен те асӑрхаттарман. Харсӑр пулнӑ, шуйттан! Ҫак вӑхӑтра ун патне темӗнле адъютант вӗҫтерсе пычӗ те, ӑна кадриле чӗнчӗ. Вӑл килӗшрӗ. Чунӑмсем, килсемӗр! Тулли уйӑхчӗ, тӳпере йывӑр пӗлӗтсем шӑватчӗҫ, хӑйсен хура мӗлкисемпе ҫӗр ҫинчен ман мӗлкене шӑла-шӑла каятчӗҫ. Пӗлетӗн-и, мӗн пек юрататӑп сана. Вӑл доклад тумасть, — пӗр-пӗр уйрӑм программӑсӑрах, итлекенсем час та часах хӑйне парса тӑракан ыйтусене шута илсе, калаҫу ирттерет. — Мана, Давыдов юлташ, хамӑра тӑрантарса пурӑнакан совет влаҫӗ ахальтенех мухтав хучӗ паман ӗнтӗ! Ромашовӑн сасси ҫукчӗ, сӑмахӗсене вӑл сасӑсӑр, тутисемпе ҫеҫ кӑшкӑрчӗ: — Эпӗ ӑна…. кӑтартап ӑшшӑ!.. Уэлдон миссис вара хӑйне пачах урӑхла туйрӗ: вӑл хӗрарӑм тата ача амӑшӗ, ӑна малашнехи хӑрушлӑхсем ытларах хӑратмалла пек, анчах вӑл питӗ лӑпкӑ. Декарт та, Гассенди те, Лейбницпа Ньютон та, Бинэ те, Клод Бернар та йӑнӑшма пултарнӑ. Вара Зеб тискер кайӑксен сукмакӗ тӑрӑх кайнӑ. Хутлат урусене, эй, эсӗ, — пӗр самантлӑха шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, хушуллӑн кӑшкӑрчӗ вӑл рекрута, лешӗ ҫав вӑхӑтра унран сулахай енчи нар ҫинче пуҫне алли ҫине хурса выртнӑ май, пирӗн ҫине ӳркевлӗн пӑхатчӗ. — Мӗнле пулса иртрӗ-ха ку ӗҫ — эпӗ халӗ те ӑнланса илейместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен. Ҫывӑрасса вӑл сахал, канҫӗрӗн ҫывӑратчӗ, хӑшпӗр чухне ҫӗрӗпе темиҫе хут та кӑмака ҫинчен сике-сике анатчӗ, ман пата диван ҫине пырса йӑваланса ӳкетчӗ те мана вӑрататчӗ. Кашни ыйтупа унӑн отвечӗ валли сакӑр ҫул ытла кирлӗ, мӗншӗн тесен радио хумӗсем те тӗнче уҫлӑхӗнче ҫутӑ пайӑркисен хӑвӑртлӑхӗпе тенӗ пекех вӗҫеҫҫӗ. Эпӗ унӑн ытларан та ытларах хумхануллӑ та асаплӑ сассине ҫеҫ илтсе пытӑм. — Апла пулсан та, Джон, нуша килсен, суднона Окленда ҫитерсе пама сире май килмӗ-ши? — ыйтрӗ майор. — Пуринчен ытла вӑл «Дунканпа» хавхаланнӑ чухне, — терӗ шӳт туса Гленарван. Ирсеренех эпир Петровна патне ҫул хыватпӑр. Чирлесе ӳкрӗ пулсан вара — пӗтрӗ. Типӗ вырӑна ҫитсен кукамай:— Ҫыртакалас пулать, ларар-ха! — тет. — Пултараттӑмӑр! Унччен вӑл, хӑй ӳкернипе тӗлӗнтересшӗн пулса, мӗнле те пулин ҫӗнӗ май шыратчӗ. Вӑл сывлӑша сӑмсипе туртса илчӗ те кӑмӑллӑн кулса:— Анчах та эпӗ — юлтӑм. — Аллӑра тытса чӑмӑртама ан чарӑр, — тет вӑл. — Сирӗн аллӑра эпӗ ӗнер каҫпах тытса чӑмӑртасшӑнччӗ, анчах сире ҫул ҫине пуҫтарӑннӑ вӑхӑтра чӑрмантарас тесе шутламарӑм. Амӑшӗ шӳтленӗ пекрех, анчах ҫине тӑрсах килӗшмерӗ унпа, ӑна Андрей ҫакӑн пек кулкалани иментерчӗ. — Пире мӗне кирлӗ ун ҫинчен калаҫма? — терӗ вӗсене Гленарван. — Пире вӑл «Макари» хуҫи пулни, «Макари» Ҫӗнӗ Зеландине кайни ҫитет. Хӑйӗн юлташӗсем тӑвакан ӗҫсене тума хӑтланса пӑхас пулсан, вара хӑй куҫпа пӑхса килленсе-савӑнса ҫеҫ пурӑнас вырӑнне ҫав тери асапланса, тарӑхса та ӳкӗнсе пурӑнмалла пулассӑн туйӑнчӗ ӑна. Мартӑн 12-мӗшӗнче сывпуллашмалли кун ҫитнӗ. Соломон тавӑрса каламан. — Сирӗн манпа чӑтӑмлӑ пулмалла ҫав, — терӗ вӑл. Кай кунтан, пӑхма йӗрӗнмелле. Смолин шӑл витӗр шӑхӑрса илнӗ те айӑккалла пӑрӑннӑ. Вӑл ӗҫсе пӗтермен стаканне ҫиллессӗн аяккалла тӗртрӗ те тухса кайрӗ. Эсир мана ҫилленместӗр-и, мисс? Эпир халӗ шалти вӑйсем питех те палӑрса, ҫӗр айӗнчи чулсене шӑрантармаллӑх хӗрӳ тӑракан вырӑна ҫите пуҫларӑмӑр-ши? Пируса туртса пӗтеричченех мана ыйхӑ пусса илчӗ, эпӗ ҫывӑрса кайнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ шыв хумӗ пек хӑвӑрттӑн шунӑ, кунсерен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ туйӑм, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ шухӑш ҫуралса пынӑ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӗ; ҫӳлтен Прохошка анать. Павка, ӑна ирттерсе ярас тесе, пусма айне кӗрсе выртрӗ. Ҫуйкӑнлӑх! Эсир пурне те турех хӑвӑр… илтнӗ пулӑттӑр. Монтанелли полковник еннелле ҫаврӑнчӗ. Кунта темле вӑрттӑн ӗмӗт пур ӗнтӗ — ку вӑл ҫапла иккенне шансах тӑратӑп. Ылтӑн хӗвел ялтӑравӗ евӗр, калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ ҫутатнӑ унӑн питне. Чӳрече айӗнче пуҫӗ ҫинченех свиткӑпа пӗркеннӗ, тӗттӗме пула аран палӑракан Ярмола кӗлетки, кухньӑран кантӑк хупписене хупма чупса тухнӑскер, курӑнса кайрӗ. «Огнянов господин сире шыраса пыратчӗ», — терӗ Викентий. Акӑ эпӗ Кораблева ҫыру ҫырма тытӑнтӑм… Вӑл ӑссӑр пулнӑ пулӗччӗ. Зверков господин, опытлӑ та ӗҫлӗ ҫын пулнӑ май, мана «ӑс пама» тытӑнчӗ. Питӗ начар. Чӑлан алӑкне хупса та хучӗ. Унӑн карти хӑшпӗр тӗлте шал еннелле, хӑшпӗр тӗлте тулалла тӳне-тӳне кайнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, манӑн куҫсем те расна, пуҫа пӑрмасӑр эпӗ айккинелле те пӑхма пултараймастӑп; манӑн ӳт-пӗвӗм те ҫав териех имшеркке, вӑл шӑрӑхпа сивве те тӳсме пултараймасть, ҫакна пула манӑн кулленех хама йӑлӑхтаракан кичем ӗҫе тума тивет, кулленех тумтирсене хывса тӑхӑнтармалла пулать. Тӗрӗссипе каласан, халӗ вӑл ҫак ыйту пирки ытла нумай тавлашасшӑн та мар. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама ҫапла ҫырнине хирӗҫлеме пултараймастӑп; сире аса илни, сирӗн ытарайми, нимӗнпе танлаштарми сӑнӑр паянтан вара ман пурӑнӑҫӑн асапӗпе савӑнӑҫӗ пулса тӑраҫҫӗ; анчах манӑн сире пӗр йывӑр япала ҫинчен, манӑн пурӑнӑҫри пӗр хӑрушӑ вӑрттӑн пулнӑ ӗҫ ҫинчен пӗлтерсе, иксӗмӗр хушшӑмӑрта ниепле те сирме май ҫук чӑрмав туса хумалла, — тенӗ. Уҫланкӑра икӗ лаша йӗрӗ ҫеҫ курӑнать. Эсир куратӑр ӗнтӗ, вӑл таканланӑ лаша йӗрӗсем. Слива каллех вара мел тасалӑхӗпе тӗрӗслӗхне тишкерме строй тӑрӑх кайрӗ. Кунта Марысьӑн сасси улшӑнчӗ те вӑл шӑпланчӗ. Вавжон та господин ури патнелле ӳкрӗ, пӗлӗт хӗррине ярса тытнӑ пек, ун сюртукӗн аркине тытрӗ те ӑна чуптума тытӑнчӗ. Анчах ҫул ҫинче пирӗнпе мӗн те пулин пулсан — эпӗ нимӗншӗн те ответ тытмастӑп!» — терӗ. Ривэра ӑна чӗререн тарӑхса пӑхса ответленӗ. Санин вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗ — вунӑ сехет ҫапсан ҫеҫ ҫула тухмаллине аса илчӗ. — Ева пирки этемсем пурте тамӑка каяҫҫӗ, на-кӑ вӑт! Ҫур сехетрен вӑл кушетка ҫинче ларчӗ, Полина унӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче выртрӗ; ӑна сулкаласа, Яков хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе шухӑшларӗ: «Епле хӑвӑрт иртсе кайрӗ ку!..» Вӗсене этемлӗхӗн мӗнпур кӑлтӑк сиенӗсемпе асапланса пурӑнаҫҫӗ темелле, вӗсен пӗртен-пӗр ырӑ ят ирӗклӗхе юратса тӑни пулать. — Вӗсем чӑн-чӑн спартанецсем! — тет Паганель каҫпа, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн апат ҫинӗ чухне. Кашни хусканӑвах палӑртакан приборсем тӑрӑх Наумов курсант управленине ҫирӗп те шанчӑклӑн тытса пынине туйрӗ. Шкул штабӗн начальникӗ, ватӑ авиатор, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчех вӗҫнӗ ҫыннӑн юратнӑ сӑмахӗсемпе каласан, ҫӗнӗ курсант чӑннипех «турӑ пӳрнипе лётчик пулнӑ ҫын» иккен. — Ҫапла, картла та лайӑх вылять. Старик те манпа пӗрле пыма кӑмӑл турӗ, эпӗ ӑна: «Ватӑ ҫынна чӑрмантарасси, лаша тытма хам та пӗлетӗп», — терӗм. Анчах ӑна яланах вигвамра тытма юрамасть. Вӑл хӑй ҫулӗнчи ачасемпе пӗрле вылятӑр. Пан Андрий запорожецсене хӑваласа яма сӑмах панӑ». Минут та иртмерӗ, Аврӑмицӑпа Огнянов тӑвӑр ҫенӗк витӗр тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗҫ, Хупах хуҫи арӑмӗ краҫҫын лампине шӑрпӑк тивертсе ҫутрӗ. Пирӗннисем хулана ҫитнӗ, ыраш, тулӑ, ҫӑнӑх илсе килнӗ тата ҫыхса пӑрахнӑ запорожецсене илсе килнӗ». Костя кӑштах именнӗ пек пулса партизансем ҫинелле пӑхса илчӗ. Пӗр-пӗринчен уйӑрӑлчӗҫ, ҫавӑнтах вӗсен мӗлкисем тӗттӗмре ирӗлсе ҫухалчӗҫ. Вӑл чура сутуҫин аллинчен алтӑра туртса илчӗ те, унпа хуранта ҫунакан шӗвеке ӑсса, ҫӑварӗ патне илсе пычӗ… — Эпӗ айӑплӑ. Пӗччен пурӑнакан манахсен ҫӗтӗк-ҫатӑк хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳремелле, пуҫ ҫине кӗл сапмалла, хытӑ чулсем ҫинче ҫывӑрса пурӑнмалла, ҫумӑр айӗнче тӑрса шӳмелле тата… — Ма вӗсем пуҫ ҫине кӗл сапаҫҫӗ-ха? — тесе ыйтре Гек, Тома калама чарса тата ма хытӑ тумтир тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ вӗсем? Мӗн-мӗн ман сирӗнтен хӑрас? Ку мӗн вара? — тесе ыйтнӑ тин ҫеҫ пырса ҫитнӗ Вудли Пойндекстер, пӑч-пӑч чӑпар мустанга курсан. Аяла чи шултра саспаллисемпе: Хӗрарӑмсемпе ачасене кӗртмеҫҫӗ», — тесе ҫырса хучӗ. Паян Воропаев хӑйӗн сӑмахне уйрӑмах лайӑх каларӗ, хӑшпӗрисене тӑрӑхларӗ тата ятларӗ пулин те — никам та кӳренекен пулмарӗ. Ҫапла шурӗ пурнӑҫ «Пилигрим» ҫинче, Негрсем матрос ӗҫне кунсерен лайӑхрах вӗренсе пычӗҫ, чиперех ӗҫлерӗҫ. Ӑна пур пӗрех хуса ҫитеҫҫӗ. Катьӑна хам хӑҫан пырса ҫитессине пӗлтерсе хумалли ҫеҫ юлчӗ. Анюта темле тӑруках тӗксӗмленсе кайрӗ, унӑн симӗсрех тӗслӗ куҫӗсенче ҫутӑ сӳннӗ пек пулчӗ, вӑл хӑй аслӑрах пулнӑ пек курӑнчӗ; сасартӑках унӑн сӑнӗ шурахарах кайни, ҫамки ҫинче тата куҫӗсем патӗнче йӗппе чӗрсе тухнӑ пек ҫинҫе йӗрсем пулни палӑрчӗ. — Ирӗкрине хӑвах куратӑн. — Хӑнасене пӗрре те тарават мар иккен эсӗ, асанне. Лукашка сасартӑк чышкисене чӑмӑртарӗ те шӑлне ҫыртрӗ. — Ну халӗ сиртен виселицӑран вӗҫерӗнесси пулмӗ, — терӗ, малалла Сильвер. — Павел Яковлевич ма килмест-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӑл пахчаҫа йыттишӗн ятласа илчӗ, анчах ку ӗҫ ҫинчен эпир нимӗн те пӗлтермерӗмӗр. Вӑл ӑнлансан — хӑй валли ҫулсем уҫатех. — Итлес пулать, Арто! Вӑл ҫавӑнтах кухня патӗнче ӑшӑрах ҫӗрте сӗтел пырса йышӑнчӗ, чей ӗҫмелли прибор ыйтрӗ те, чуйкӑ тӳмисене вӗҫертмесӗр, картузне хывмасӑр, шутсӑр тарласа, сарӑ вӗри шыв ӗҫме тытӑнчӗ. Санӑн пӗр-пӗр музыка хатӗрӗ пур-и? Огнянова хӑй тахҫан пӗр каҫ выртнӑ кайри пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ. Вӑл хӑйӗн чун ҫирӗплӗхне пула ҫеҫ хӑрушлӑхран хӑтӑлни ҫинчен ним те каламарӗ вӗсене. Натальйӑна упӑшки ҫапасшӑн пулнӑ пек туйӑннӑ, вара вӑл, куҫҫулӗсене аран чаркаласа, унпа пӗрле ирттернӗ пирвайхи каҫа аса илнӗ, — епле ырӑ чӗреллӗ, хӑюсӑр пулнӑ вӑл ун чухне. Суя ку! — Мӗн хӑтланма? — тӗлӗнсе ыйтрӗ упӑшки, анчах та арӑмӗ ӑна хӑй мӗнрен хӑранине лайӑх туйса илмелле ӑнлантарса парсан, вӑл, тарӑхса, хӑйне хӑлхинчен туртса илсе:«Кӑлӑхах каларӑм», — тесе шухӑшларӗ. Океан патне ҫитме пит те инҫе, ҫул тӑршшӗпех кашни кун ӑҫтан та пулсан ҫимелли тупмалла. Совет енчисем ҫаксене курнипе сӑн-питсене тӗксӗмлетеҫҫӗ. — Эй, кунта склачӗпех-ҫке! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Радуб, васкасах пӑшалсене пуҫтарма тытӑнчӗ. Вӑл Джемма аллине тытса чӑмӑртарӗ, тенкел ҫинчен сиксе тӑчӗ, шлепкине ҫӗклесе темскер ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илчӗ те Леноре фрау умӗнчен йӑпӑш ҫеҫ иртсе кайрӗ — Леноре фрау шалт тӗлӗнсе юлчӗ. — Ҫук, ҫиес килмест, кирлӗ мар. — Апла эппин, вилетӗн те, курӑк шӑтса тухать? — терӗ Оленин, старик сӑмахӗсене тепӗр хут. Юлашкинчен тепӗр платформа вӗлтлетсе иртрӗ, кун ҫине вара темӗскерле пысӑк та кӗтеслӗ-кӗтеслӗ япала тиенӗ, ҫине брезент витнӗ. Хӗр шӑл йӗрет те куҫӗсене ҫеҫ вылятать пулсан — вӑл хӗр мар-ха, юбкӑри ҫил. Ытти вӑхӑтсенче амӑшӗ те ӑна, апат ҫитерес пулсан та, наушниксене аран-аран хӑлхи ҫинчен илтерет. Ун куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса тухрӗ: вӑл хушаматне мар, хӑй ятне ҫырни — пӗр ҫакӑ кӑна килӗшнине, каҫарнине пӗлтерет тесе шутларӗ вӑл! Ашшӗ вара хайне хӑй пурне те кӳрентересшӗн пулнӑ пек тыткаларӗ, Якова пӗрмаях, пумилкке пӗтичченех, ашшӗпе хула ҫыннисем хушшинче харкашу пуҫланса каяс пек туйӑнчӗ. Вырӑнтан эпир 1706 ҫулхи августӑн 5-мӗшӗнче тухрӑмӑр та Сен-Жорж фортне 1707 ҫулхи апрелӗн 11-мӗшӗнче ҫитрӗмӗр. — Кур-ха, Аннуся, — терӗ Макҫӑм кулараххӑн, йӑмӑкӗ еннелле ҫаврӑнса, — пирӗн Петр хӑй тӗлӗнех паллашса туссем тупать. Телее пула унӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ Говэн ҫитсе ӗлкӗрчӗ. Чӑнах та тӗлӗнмелле мар-и? — Сыв пул! — терӗ амӑшӗ, ассӑн сывласа илсе. Вӑл: кам ӗҫлет, ҫавӑ кӑна ҫӑкӑр ҫиме те курӑк таптама пултартӑр, тесе шухӑшлать. Анчах малтан эпӗ сире хӑшпӗрин ҫинчен каласа кӑтартас тетӗп, — терӗм эпӗ, ытларах та ытларах пӑлханса. Сылтӑм алӑ енӗпе ун амӑшӗн, Вирсавин, тронӗ ларнӑ, анчах вӑл, ватӑлӑхӗ ҫитнине пула, юлашки вӑхӑтра хулара сайра кӑна курӑнкаланӑ. Темиҫе кун хушши эпӗ ялти ҫӗвӗҫ хӗрарӑм патӗнче пурӑнтӑм. Хапха уҫӑлчӗ, Марко чи малтан йывӑҫ вулли курах кайрӗ. — Юлташсем, ыран ҫывӑрса тӑранӑпӑр. Ку ҫилленсе, ӳпкелесе кӑшкӑрни мар, хӑрасарах кӑшкӑрни. Мӗнле тарччӑр-ха вӗсем, унта часовой тӑрать-ҫке, кӑшт хускалсанах персе пӑрахма пултарать вӑл. Ыранах санӑн ҫиессӳ килмӗ, ыранах тертленме те пӑрахӑн… Манӑн ӗнтӗ ывӑл ҫук! Анчах Шарко кӑшкӑрамакӗсемпе пациенткисем — чӑн-чӑн чӑлахсем вӗт, ҫурма чӑлах хӗрарӑмсем вара тӗнче туллиех. Ҫапла пултӑр. Анчах, «таса халӑх» евӗрех, кусем те укҫа тӗлӗшӗнчен ӗмӗтсӗр пулнӑ, намӑс-симӗсе пӗлмесӗр, Фомана ҫаратнӑ, вӑл, ҫакна кура, вӗсенчен тӳрккессӗн кулнӑ, мӑшкӑлланӑ. Кӗскен каласан, каярахпа вӑл вилӗм батальонне кӗчӗ, уншӑн вӑл икҫӗр тенке укҫа, ҫӗнӗ форма илчӗ. — Юрӗ эппин! — терӗм эпӗ капитана: — апла пулсан эпир сирӗнпе те ҫак условисемпех перӗшетпӗр… Унта пӗр палӑк та пулман. Вилтӑприсем ҫинче ҫаврака тӑрӑллӑ кивӗ те ҫерӗк хӑмасем ларнӑ; шӗке ҫисе пӗтернӗрен вӗсем, хӑйсем валли тӗреклӗх шыраса, ҫер ҫумнелле тайӑнса ларнӑ, анчах тӗреклӗхӗ тупӑнман. Вӗсем Корчагинпа иккӗшӗ пӗр-пӗринпе тӑшманлӑ. Халь акӑ тата кун ҫумне тепӗр ӗҫ хутшӑнать. Инсаров унӑн ҫинҫе те хӗрлӗ аллине чуптума тытӑнчӗ. Карап ҫав еннелле вӗҫет. Лось акӑ тинех пысӑк, тӳрӗ канала курать. — Мана-и? Унтан, ҫырӑва уҫрӗ те ҫур сасӑпа вулама тытӑнчӗ, вуланӑ майӗпе, хӑйӗнчен сӑмах хушкаласа, хӑй шухӑшне палӑртать. Чей ҫӗклесе кӗчӗ вӑл. Ҫапла, анчах эпӗ вилетӗп, ун чух вара текех ни тӑван ҫӗршыв, ни тӑшмансем, ни чыс пулмаҫҫӗ. Ара ку вӗт 1913-мӗш ҫулта Вилькицкий лейтенант уҫнӑ Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ. — Марьяна, ан кала, — тархасларӗ Оленин. Давыдов ӑна тӳлев пирки тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ, вара Яков Лукича ыранах тимӗрпе кӑмрӑк патне района тухса кайма хушрӗ. Тем пек начарланса ҫитнӗ пулсан та, вӑл хӑйӗн ытарма ҫук илемне пӗрре те ҫухатман, пачах урӑхла, ун илемӗ пушшех уҫӑмлӑн та ҫӗнтерӳллӗн курӑнать темелле. Каярахри кӑнтӑр кӗллине йыхӑрса, хулара чан ҫапрӗҫ. Унӑн ашшӗ, кларнет калакан Савва, хисепе тивӗҫлӗ ӗҫсем тунине шута илсе тата вӑл ыйтнипе, ман асатте ӑна ҫӳле — асаннен хӗрарӑм тарҫисем шутӗнче пулма йышӑннӑ. Ҫулран ҫулах ӳссе пынӑ патша пуянлӑхӗ. Чирлӗ чунлӑ ҫыншӑн юрату наркӑмӑш пулсан, сывлӑхлӑ ҫыншӑн вӑл — хурҫӑ пулма шутланӑ тимӗр-тӑмӑра вут мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пекех кирлӗ, ҫавӑн пекех вырӑнлӑ. Кайӑкӗ хӑрах айӑкки ҫинче ҫӑварне карса выртать, вӑл хӑй те унран темиҫе утӑмра ҫеҫ, ун патне упаленсе ҫитме хал ҫитереймесӗр, аякки ҫинче выртать. Ҫакӑнта тӑракансем пурте, мана итлекенсем, — эсир пире, тискер кайӑксене хӑваланӑ пекех, вӑрмансем тӑрӑх хӑваларӑр, кайран ҫак башньӑна хӳтерсе кӗртрӗр. Эсир пирӗн ҫумма хутшӑнакансене вӗлерсе пӗтертӗр, салатса ятӑр. Сирӗн тупӑсем пур. Халӗ эсир тӑватӑ пин ҫурӑ ҫынпа пире тапӑнатӑр. Ҫав сехет — Ҫӗр. Артамонов лайӑх астӑвать: ҫав хӗрарӑм ун ӑшӗнче пӗр минутлӑх та унпа йӑпанас кӑмӑла хускатман, вӑл ӑна шиклентернӗ, унӑн кӑкрине хыттӑн хӗссе лартнӑ ҫеҫ; хӗрарӑмран темле асамӑҫла хӑрушлӑх тухса тӑнӑ. Осип Михайлович ҫитсе тӑчӗ. Пурнӑҫра пӗр ҫынна ыттисем умӗнче ҫавӑн пек хисеплесе, хаклӑрах хак парса пурӑнасси темиҫе ҫуллӑха кӑна пулать, кун чухли те сайра-ха, — ытларах чухне темиҫе уйӑхлӑха, эрнелӗхе, темиҫе кунлӑха, сехетлӗхе ҫеҫ пулать, — калаҫрӗ вӑл. Ахӑртнех, хӑй ҫавӑн пек калаҫса ҫынсене тӗлӗнтернине сисрӗ пуль, анчах уншӑн хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ пулчӗ. Сирӗн ӑна вӑл ватӑ пулнӑран та, чапне кура та, ытти енчен те хисепе хумалла. «Ара, допрос вӗт ку!» пӑшӑлтатрӗ вӑл хурлӑхлӑн хӑйне хӑй. — Атте ҫинчен ҫырать-и вӑл? — Каллех ыйтрӗ вӑл, ӗненмен пек пулса. — Питера пытарас умӗн, тусӑм, — терӗ король. Пиллӗкӗшӗ, ӳсӗрпе ҫывӑрса вӑраннӑ, хӗрелнӗ, шыҫнӑ куҫӗсемпе часах ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Унӑн пӗр кӗсйинче — мӑйкӑчланӑ пӑрҫа, тепринче — сӑнчӑрланӑ пыйтӑ, пӗтӗм пуянлӑхӗ ҫакӑ ҫеҫ! «Св. Мария» экспедицийӗ пирки эпӗ те самай пӗлтӗм. Эмиль урлӑ? Эсир аллӑра ҫаплах ҫыхса ҫӳретӗр иккен-ха? Ку вӑл пӗтӗмпех эпӗ ун чухне тӗл переймен пирки пулчӗ. Тӳрех вара ҫав йывӑҫ патнелле ҫул тытӑр. Пӑван ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ. Унта авалхи фамильнӑй портретсем, ҫурӑк пирлӗ темле картинӑсем, ылтӑнланӑ тӗсне ҫухатнӑ картинӑсем, пӗр сӑмахпа каласан, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр нумай. Ҫак портретсенчи ҫынсен ачи-пӑчисем те юлман пулӗ ӗнтӗ. Артур пӳлӗм йӗри-тавра пӑхрӗ, пурте йӗркеллӗ пулнине курсан алӑка уҫрӗ. Эпир хамӑр ҫулӑн ҫуррине те кайманччӗ, кашниех харпӑр-хӑй валли мӗнле те пулин йывӑҫа суйласа илчӗҫ. Тӑсланкӑ Джон ҫеҫ, хулпуҫҫийӗсене хӗссе илчӗ те, вырӑна пырса ҫитиччен тӑхтама канаш пачӗ. — Эп сирӗн пата нумайлӑха мар. Апла пулин те шыв урлӑ каҫма май килчӗ. Вӑл самовар илсе пырса, сӗтел хушшине чей ӗҫме ларса, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн вӗҫӗмсӗр тин ҫеҫ пуҫласа янӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах сасартӑк крыльцо умне патша ҫуртӗнчи карета пырса тӑнӑ. Эсӗ хӑвӑн улпутна, чугун ҫул тӑваканскере, ҫаплах каласа пар, — хыттӑнрах каларӗ мучи. — Ҫаплах кала: туянакан япалана пурне сутмаҫҫӗ. Ку пӗтӗмпе те чир аталанӑвӗ кӑна. Чашӑк-тирӗк ҫитмен. — Манӑн акӑ ачасем пулман, — терӗ маркитантка. — Кайран каласа парӑп, асанне, халӗ тархасшӑн ҫӑкӑр пар-ха. Билетне перекенни, пуҫне чиксе, алӑк патнелле пӗрхӗнчӗ. Хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне ҫав халь пӑрахса каякан ҫуртра ирттернӗ пулин те, япалисем нумай марччӗ унӑн. Вӗсем иккӗш класӑн рубки патне, Яков Иванычпа Сергей ҫывӑрса пурӑнакан каютӑна вырнаҫрӗҫ. Эмеллесех тӑнран яраҫҫӗ! Аса илнӗ те, пуҫне сулкаласа, тарӑннӑн сывласа янӑ. Аринушка патӗнче эпир каҫхи апат ҫирӗмӗр. Шкул кӑна пӗлсен те нимех те марччӗ-ха. Чей ӗҫсе ларнӑ чух вӑл кӗскен кӑна хӑй ҫинчен каласа пачӗ: вӑл Черниговри купец ывӑлӗ пулнӑ. Ҫынсем мӗн калаҫни пӗтӗмпех мана ҫав тери айванла туйӑнчӗ, ӑслӑ, кирек мӗне те тӗрӗс хаклакан княгиня, унӑн кирек мӗне те шухӑшласа тӑвакан ҫемйи ҫавнашкал айванла сӑмахсене итленинчен, вӗсене хирӗҫ ответсем панинчен хам ӑшра тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтӗм. Итлӗр, акӑ мӗн ҫырать генерал», — терӗ. Турра хирӗҫ пыратӑн, тӑванӑм. Пӗрре вӑл унтан «телей пултӑр» тесе ал пама ыйтрӗ; вӑл хӑйӗн ҫемҫе аллине унӑн хытӑ та сарлака ывҫӑ тупанӗ ҫине хучӗ. Унтан чӳрече витӗр пӑхрӗ. Иртен-ҫӳренсем Маякина пуҫ тайнӑ, анчах вӑл, хреснай ывӑлӗ ҫине тинкерӳллӗн пӑхса ларса, никама та курман. Упӑшки тата? Юлашкинчен, йӗри-тавра алӑ ҫупса тӑракан ҫынсем хушшинче «барыня» ташшине лётчик ҫав тери хӗрӳллӗн, шӑхӑрса, ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйне айӑкӗсенчен, питӗнчен ҫапса тӑпӑртаттарса илсен, унтан йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ, пӑлханса кайнӑскер военврач патнелле хӗсӗнсе тухсан, ку унӑн аллине кӑмӑллӑн тытса чӑмӑртарӗ. Икӗ хӗр-манах, Дария хаджи пӳлӗмӗ еннелле пӑхкаласа, тем пӑшӑлтатса илчӗҫ. Марийка Лозневоя инҫетренех палласа илчӗ, анчах юриех палламан пек пулса, ҫултан кӑшт аяккарах пӑрӑнчӗ. Манӑн чунӑм сире юратмасӑр пурӑнма пултараймасть: чун ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнассине эпӗ пӗлетӗп, унсӑрӑн, хӑҫан та пулин сӳнес-тӗк, ман юрату евӗрлӗ туйӑм пачах амаланман пулӗччӗ. Икӗ уйӑх хушшинче Шырлан ҫырминче пайтах шыв юхрӗ. Ҫак минутра мӗн пулса иртессине пӗлнӗрен, шурса-кӑвакарса:— Мӗскершӗн-ха кунта Назанский? — терӗ вӑл шӑппӑн та хӑйӑлчӑклӑн, муритленнӗ мӗскӗн кулӑпалан. Любишкин, Ушаков тата Лощилин партие кӗреҫҫӗ тенӗ хыпар Гремячий Лог хуторӗ тӑрӑх сарӑлчӗ. Ҫакӑнта электрик кӗтмен-туман ҫӗртенех сывлӑха сиен тӑвакан пӗр ӗлӗкхи начар йӑлана сасартӑках пӑрахрӗ. Пӗчӗк сӑртсемпе ҫӳлӗрех вырӑнсене, уйрӑммӑнах вӑрман ӳссе ларнӑ вырӑнсене, куҫпа пӑхса уйӑрма пулать, анчах ланкашкасемпе пӗчӗк чӑнкӑ ҫырсем вара пӗртте палӑрмаҫҫӗ. Имануса тӗрткелесе пӑхрӗҫ, вӑл вилнӗ. Курсам, юн пек, каҫхи шуҫӑм пек, гранатӑн ҫурӑлнӑ чечекӗ пек, энгедсен иҫӗм пахчинчи ҫӑра эрехӗ пек, сан туту пек, юратуллӑ каҫ хыҫҫӑнхи ирхине пулакан сан туту пек хӗрлӗ вӑл, ман Суламифӗм. Амӑшӗн кӗпине хыпашланӑ май унӑн пичӗ юнпа тулчӗ, хӑй шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ: — Ах, йытӑсем, э? Анчах вӑйлӑ негр шыва пичкене хулпуҫҫи ҫине лартса йӑтса килчӗ. Ӑна вӑл шыв варринчен ӑснӑ, тинӗс шывӗ чакнӑ вӑхӑтра унти шыв ӗҫме юрӑхлӑ. Ҫурҫӗр енчен сивӗрех ҫил вӗрет. Апла эппин, итлӗр-ха мана: ҫав путсӗр ултавҫа хӑваласа кӑларса ярӑр, тархаслатӑп сире: ӑнланатӑр-и? Кара-Тетене пытарнине вӑл аякран пӑхса тӑнӑ, ӑна Маунганаму ҫине епле пытарнине курнӑ, вара вӑл ҫав сӑрт халӗ табу пулса тӑнине ӑнланнӑ. Ҫав хӗртен лайӑххи пирӗн никам та ҫукчӗ, унсӑр пуҫне пире — подвалта пурӑнакансене — никам та асӑрхамастчӗ. Манӑн тепӗр енчи ҫырана курассӑм та килет, анчах хам шикленетӗп те. Пӗвӗ унӑн чиркӳ ҫӳллӗшех, кашни Пусӑмӗ вунӑ ярд пулать (мана чуххӑммӑн ҫапла туйӑнчӗ). Шалт тӗлӗнсе сехре хӑпса тухнипе эпӗ аяккалла пӗрӗхрӗм те урпа ӑшне йӑлт анчах кӗрсе пытантӑм. Вӑт, тӗл пуласчӗ вӗсемпе! Эсӗ мӗн, ҫартан тартӑн-им? Джеральд ҫав преступление тунӑ тенисӗр пуҫне, вӗсем мӗн шутласа кӑларма пултарӗҫ? — Шӑпах ҫавӑ, — терӗ ӑна Сильвер. — Эпӗ килӗшместӗп! Сасартӑк пуҫне каҫӑртрӗ те — Скайльс еннелле ҫеҫ тӗмсӗлсе шӑппӑн, хумханчӑклӑн каларӗ: — Марс ҫине ӑнӑҫлӑн анса ларатӑп тесе шухӑшлатӑп, — унта ҫитсенех телеграфлама тӑрӑшатӑп. Вӑл тӑтӑшах ҫирӗм пин фут ҫӳллӗшне вӗҫсе хӑпарать те, ҫавӑнтан вара чи лайӑх бинокльпе пӑхсан та курӑнми вӗҫекенскер, пӗтӗм ҫӗре сӑнаса пӑхса ҫӳрет, хӑй валли апат шыраса тупать; унтан вӑл чи пӗчӗк чӗрӗ чунсене те курать. Вӑл ҫавӑн ҫӳллӗшӗнчен те курма пултарнине ҫутҫанталӑка вӗренекен ҫынсем халичченех юмах вырӑнне хураҫҫӗ. — Чӑнлӑхах ҫав ӗнтӗ: матери ӳте тӑрантарать, чун апачӗ — чуна! Урӑх кӗтсе тӑма пулман ӗнтӗ — пуҫтарӑнса тӑнӑ ҫынсем вӗлерекене хирӗҫ тавӑрасшӑн ытла та хытӑ ҫуннӑ. Чӑнах та Петӗр сылтӑмалла пӑрӑннӑ, аякран вӗрекен ҫил хирӗҫ вӗре пуҫланӑ, сылтӑм енче тата юр витӗр темӗскер хуранӑн курӑнса кайнӑ. Иван Иванович хӑех курса тӑратчӗ-ха, хайхи кинемей Иван Никифорович картишӗнчен ун еннелле каҫас тесе урине те ҫатан ҫине вырнаҫтарнӑччӗ, анчах сасартӑк Иван Никифорович сасси илтӗнчӗ: «Ӑҫта сӗкӗнен! Чак каялла!» — терӗ вӑл. Тепӗр икӗ эрнерен виҫҫӗр пинлӗ ҫар пуҫтарӑнать те Бретань тӗтӗмӗшпех Франди королӗ аллинче пулать. Берездов исполком председателӗ Николай Николаевич Лисицын ҫирӗм тӑватӑ ҫулта ҫеҫ-ха, анчах унӑн сотрудникӗсенчен тата парти работникӗсенчен ҫакна никам та пӗлмест. Ученӑйсем шутласа тупнӑ тӑрӑх, 1858 ҫулхи комета Хӗвел тавра икӗ пин ҫулта пӗрре ҫаврӑнма ӗлкӗрет. «Хама Мускава куҫарма ыйтӑп, — шухӑшларӗ вӑл кичеммӗн. Ҫук, Дик Сэнд пампа-ҫеҫенхире кун пек тесе шутламан. — Здорово, здорово, Алексей Вениаминыч. Шыв кит ӑшӗнчен инҫетри канонада сасси евӗрлӗ шавпа сирпӗнсе тухать пулсан, шантарсах калама пулать — сирӗн умра финвал. Кунта вӑл та, ку та ҫук. Итлӗр-ха лайӑхрах. Шыв сирпӗннин сасси кунта пачах урӑхла. — Сывах-ха, ырӑ ҫыннӑм, — тавӑрчӗ Оленин. Хӑватлӑ юхӑм вырӑнтан хускалнӑ, халӗ вӑл ту ҫинчен аялалла шӑвӑннӑ пек пӗр май ӳссе, ҫул ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйпе пӗрле илсе ыткӑннӑ, ҫакна вырӑнтан хускатакансен ӑна чарма вӑй пулман ӗнтӗ. Ыран ҫичӗ сехетре килетӗп, ҫапӑҫма тесен, эпӗ санран каях мар пӗлетӗп, ҫапӑҫас килет пулсан, — терӗ вӑл кӑвакарса кайса. Эпир кухньӑпа пӳрт хушшинчи сарлака лупасайӗнче апатлантӑмӑр; сӗтел ҫине лартнӑ апат-ҫимӗҫ вунӑ ҫемьене те ҫитет; пур ҫимӗҫе те вӗрилле пырса параҫҫӗ; ҫӗр каҫа сивӗ нӳхрепре тытнӑ хытӑ какай лартса памаҫҫӗ вара кунта, ун пекки вӑл пӗр-пӗр ватӑ ҫынҫиен апачӗ кӑна пулнӑ пулӗччӗ. Эпӗ татах тӗлӗрме тытӑннӑччӗ, сасартӑк юханшыв ҫинче темӗн кӗрӗс! турӗ. — Мӗншӗнне эпӗ сана калама пултараймастӑп. «Хӑнӑхса ҫитнӗ ҫӗртен пӑрахса кайма шел. Пуҫа силлетӗп, ҫӑвартан шыв сура-сура кӑларатӑп. Каҫпала отряд Лоне-Дэль кӳллинчен пилӗк мильре чарӑнчӗ. Сырӑш ҫийӗнче пысӑк решетке ҫинче утӑ выртать, ҫак решеткене уйрӑм пайсене пайланӑ. Ҫавӑнпа кӗсресемпе лашасем кашниех хӑйсене хурса панӑ утӑпа сӗтпе пӗҫернӗ сӗллине ҫирӗҫ. Вара цирк патне пырса, ун хыҫӗнче сулланкаласа ҫӳрерӗм, хуралҫӑ ман патӑмран иртсе кайсанах брезент айне чӑмрӑм. — Эпӗ пӗччен мар, — терӗ Ситников, хӑйӗн венгеркине вӑр-вар хывса, Аркадипе Базаров ҫине маттуррӑн пӑхса илсе. Унӑн венгерки айӗнче темӗнле аялтан тӑхӑнмалли поддёвка е пальто-сака пекки курӑнчӗ. Мӗн вӗрентет вӑл? Вӑл пӗрре те вӗриленмест, ҫирӗм икӗ ҫулхи ҫын ун пек ҫапӑҫасси питех те сайра пулать. — У-у, мӗнлерех ҫил, паныч, тулта, — терӗ вӑл, питлӗх умне кукленнӗ май. — Мана питӗ интереслентерет вӑл. Кольхаун савӑннипе кӑштах кӑшкӑрса ямасть, хӑвӑрт малалла ыткӑнать. — Тӗлӗнмелле-и? Вӑл мана хам койка патне ертсе пырсан, эпӗ ӑна:— Кӑштах лар-ха манпа! — терӗм. Ашшӗ ун ҫине тинкерсе пӑхса илне, ҫӑмламас аллисене ҫурӑм хыҫнелле пытарнӑ та, кулнӑ пек пулса:— Юрӗ… — тенӗ. — Ан хӗне йытта! Вӑл ҫав тери йывӑр. — Тухса кай эппин хӑвӑн аннӳ патне! Татах нумай-ҫке вӗсем. — Ҫӳрерӗм… пӗри пӑрахут ҫинче пулчӗ… Ҫывӑрасса та уҫӑ вырӑнтах ҫывӑрмалла. — Юханшыва лайӑхрах курас тесе, Юргин пӗшкӗнсе ларчӗ, пӑшӑрхансарах чӗнчӗ: — Андре-ей! Итлесе пӑхрӗ — пӗр сас-чӗвӗ те ҫук; хӑйӗн чӗри тапни илтӗннӗ пек ҫеҫ туйӑнчӗ ӑна. Ҫапла иртсе кайнӑ юнлӑ та хурлӑхлӑ ҫулсем. — Хм!.. капла эсӗ хире-хирӗҫ тӑракан пӗтӗмӗшлӗ вырӑна илсе каларӑн. Шурочка хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн йӗпсине вӗлтлеттерчӗ. Вӑл аташса кайрӗ, шӑнса кӳтрӗ, ӗшенсе ҫитрӗ; енчен вӗсем христиансем пулсан, ӑна хӗрхенме пултарас шанчӑк пур унӑн. Кил-йышӗ унӑн ҫирӗм икӗ ҫын пулнӑ: тӑватӑ авланнӑ ывӑлӗ, ултӑ мӑнук, вӗсенчен пӗри Петӗрӗ авланнӑ, тата мӑнуккин икӗ ачийӗ, виҫӗ тӑлӑх ача тата ачапӑчаллӑ тӑватӑ кинӗ пулнӑ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче пирӗн минӑна майласа хурас ӗҫ пӗтрӗ, пироксилина чул шӑтӑкне тултарса хутӑмӑр, шӑтӑк витӗр тӑсӑлса пыракан фитиль вӗҫӗ тулалла тухса тӑрать. Анчах служанка тӗлӗшпе мӗнле тӑвӑпӑр-ши эпир? Таркӑнсем вӑтанса тӑмарӗҫ, вӗсене илсе хӑйсем ҫине витрӗҫ те, туземецсен суя ӗненӗвӗсемпе темӗнле хуралран та лайӑхрах сыхланса, ӑшӑ ҫӗр ҫинче канлӗн ҫывӑрса кайрӗҫ. Борт ҫинче пире штурман, мистер Эрроу, чалӑш куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ, хӑлха унки ҫакнӑ ватӑ моряк саламларӗ. Эпир, нимӗн те пулман пекех, Катя та Энска кайман пекех, эпӗ те Ромашкӑна вӗлерме шутламан пекех, пӗр вунпилӗк минут хушши манӑн сочинени ҫинчен лӑпкӑн кӑна калаҫса лартӑмӑр. — Вара мӗн тӑвасшӑн-ха эсӗ? — Кунта ҫӗр выртатӑр-и? — ыйтрӗ хӗрача. Калас сӑмахне калама пит йывӑр пулнӑн, Эвелина пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗ, унтан пит шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ: — Питрен пӑхсан… пӗр пекех мар вӗсем, раснарах. Аван-ха, лешӗ, патак ҫини, ырӑ репутациллӗ ҫын пулман… Носильщиксем васкаса утнӑ пирки унӑн суранӗсем пушшех ыратнӑ, вӑл хуллен кӑна йынӑшнӑ, ҫапах та: «Хӑвӑртрах, тархасшӑн, хӑвӑртрах!» тесе васкатнӑ. Елена тӗлӗнсе ун хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ. Унтан, аллине тӑсса, хыттӑн ыйтать: — Пар-ха вунпилӗк пус, эпӗ хулана каятӑп. Ку ӗнтӗ каҫарусӑр йӑнӑш — Географилле обществӑн ҫекретарне тивӗҫсӗр йӑнӑш! Лашапа кайма питӗ аван пулчӗ. Тачӑ хупман алӑкран ун патне Павелпа Андрей тавлашнӑ пусӑрӑнчӑк сасӑсем те ҫитрӗҫ. Тӗксӗмленнӗ ҫӗрпе вӑрмансем ҫийӗн аялтанах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗсем юхма пуҫларӗҫ. Кӑвар пек хӗрлӗ пуҫлӑ симӗс талпиҫен, сарлака ҫулҫӑллӑ хупах, ҫинҫе туналлӑ вӑрӑм пукра, ытти курӑк хушшинче уйрӑмах палӑрса ҫилпе хумханса лараҫҫӗ, вӗсем курӑкпа витӗннӗ масар чулӗ ҫийӗн пӑшӑлтатнине Петр лайӑхах илтет. Вӑл акацисен выляса тӑракан мӗлкисем айӗпе уттарса пычӗ. Килсе ҫитекен ҫав пурнӑҫа, турӑ евӗрлӗ ҫав пурнӑҫа, — аллисене ҫӳлелле савӑнӑҫлӑн ҫӗклесе, кӑшкӑрса ячӗ Назанский, — хам ҫийӗмри ак ҫак каҫхи тӳпене шаннӑ пекех, ҫирӗппӗн шанса тӑратӑн эпӗ! Акӑ ӑҫта хӗрсе пырать вӑл хурҫӑ. Кукамай ман сӑвва сасӑпа вулама тытӑнсан, хӑшпӗр сӑмахсене вулаймасӑр, йӗкӗльтӳллӗ кулӑпа (мана ҫапла туйӑнатчӗ) атте ҫине пӑхса илме сӑвӑ варринчех чарӑна-чарӑна тӑрсан, сӑмахсене эп калаттарас тенӗ пек мар каланӑ вӑхӑтра тата куҫӗ витӗрех мар пирки сӑвва вуласа пӗтермесӗрех аттене парса, йӑлтах ҫӗнӗрен вулама ыйтнӑ хушӑра эпӗ мӗн тери асапланнине епле каласа парам-ха? Эпӗ вӑл каллех тарӗ тесе, ун пырне касса татас тенӗччӗ. Тепӗр ҫул ҫурӑран тин — ку пачах ӑнсӑртран пулчӗ — эпӗ Ҫурҫӗре кайма назначени илтӗм. Пурте алтарь пусмисем ҫинче ним хускалмасӑр тӑракан ҫын кӗлетки ҫине пӑхаҫҫӗ. Иван Ивановичӑн ачи-и эсӗ? — терӗ. — Танксем! — пӗтӗм кӑкӑрӗпе кӑшкӑрчӗ вӑл, Озеров ҫинелле ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, хӑй унпа калаҫать пулин те. Павел хӗр ҫине пӑхса илчӗ. — Эпӗ унта каятӑп! — терӗ амӑшӗ сасартӑк. — Кай-ха эсӗ кунтан! «Паян каҫхине, 10-мӗш сехетре, пысӑк пусма тӑрӑх ман пата кил: упӑшкам Пятигорска кайрӗ, ыран ирпе тин таврӑнать. Тутисем чӗтренчӗҫ унӑн, вӑл темскер каласшӑнччӗ, анчах хӑйне хӑй тытса чарчӗ. Пирӗн ҫак заложника вӗлерес пулать-им вара? Тен вӑл пирӗн юлашки шанчӑк пулӗ. Ҫулҫӳревҫӗсенчен Гленарван пуринчен те ытларах асапланать. Тарӑхмалла кӑна пулать. Куҫӑмӗ ҫӑмӑл та тӗрӗс. Пултӑр ыранах вӑл гварди капитанӗ. Ҫавна пула вӗҫем хушшинче килӗшӳсӗрлӗх пуҫланса кайнӑ. Николай Петрович ывӑлӗпе тата Базаровпа пӗрле тӗттӗм те пушӑ пек курӑнакан зал витӗр, ҫӗнӗлле тирпейленӗ гостинӑя иртрӗҫ. Вӑл вара яланах: «Здравствуй, Христоса ӗненетӗн-и?» тесе ыйтать. Ухмахсем!.. — тесе вӑйран кайса хытӑрах та хытӑрах ҫухӑрашать ача. — Ҫапла пулмасӑр! унтанпа тӑватӑ сехет ытла иртрӗ. «Эсир гетман патӗнче мӗнле пурнӑҫ пулса тӑни ҫинчен нимӗн те илтмен-и?» Тухтӑр та васкатрӗ: «сире ӑшӑ ҫанталӑк кирлӗ, эсир кунта самайланмастӑр», — терӗ вӑл ӑна. — Куртӑн-и, Митяй, Павел хӑйӗн ушкӑнне тул ҫутӑличченех ура ҫине тӑратнӑ. Мӑкланса ларнӑ эсир, марсиан юлташсем!.. Роза чечекӗсем сентябрьти пӗлӗтлӗ тӳпе айӗнче ыйха кайса, пуҫӗсене уснӑ; ҫыран хӗрринчи ҫулсем ҫумне хумсем хуллен ҫапӑна-ҫапӑна саланаҫҫӗ. — Эпӗ вӑл мустанга курнӑччӗ. Вӑл кӗсре, тетӗр эсир, эпӗ ӑна пӗлменччӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана ҫур миля таран та хӑй патне ҫывӑха ямарӗ. Михайла мучи хӑйӗн кӑштах чӗтрекен ҫинҫе сассипе, пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ, Алексее мӗнле тупни ҫинчен каласа пачӗ: — Ҫапла, ара, пирӗн ачасем ӑна каснӑ вӑрман хушшинче шыраса тупнӑ. Мана мӗншӗн чӗнтӗн эсӗ? Макар ҫакна хирӗҫ: «Эсӗ вара медицинӑра, — тет, — клентӗр шӑтӑкӗ! Леш тӗнчери хӑрушӑ суд умӗнче ответ тытма тивӗ! — Ак, авлан-ха, вара чуптӑван, халь тӑхта. Мӗн япала-ха ку? Икӗ ҫӑлтӑр-и? Ку чи ӗнентерекен мандат. Йытӑ, ҫак пулса иртекен кӗтмен ӗҫсене туйса илнӗрен пулас ӗнтӗ, сасартӑк малти урисем ҫине выртрӗ те вӗрсе ячӗ. Стенасем ҫийӗнче питех те илемлӗ мрамор курӑнать, ҫак мрамор тӑрӑх ӳт тӗслӗ, е сарӑ йӗрлӗ тымарсем тӑсӑлкаласа выртаҫҫӗ, хутран-ситрен хӗрлӗ пӑнчӑсем курӑнкалаҫҫӗ, е хура мрамор ҫинче хӗрлӗрех пӑнчӑсем палӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пек пӗр-пӗр ҫын заявлени памасӑрах вилнӗ пулсан, ун пеккине эсӗ мӗнле майпа айӑплама ӑс ҫитеретӗн? Хӑна пек пырса ларнӑскер, вӑл часах хуҫа пулса тӑнӑ. Ох, мӗн тери пысӑк ҫылӑх! Килӗшӳ площадӗнче Гангерло ятлӑ пӗр ҫын статуя ҫӗмӗрекенсене «ирсӗрсем» тенӗ, ӑна ҫавӑнтах, XV Людовик статуйи патӗнчех, таткаласа вӗлернӗ. Хуҫлатнӑ кӗпине чӗркуҫҫи ҫине хунӑ та аллисемпе питне хупласа йӗрет. Ҫав ҫӗршывсенче шутсӑр пысӑк юханшывсем пур, вӗсем тулса ҫырансенчен тапса тухаҫҫӗ те уй-хире усӑллӑ юшкӑн ларта-ларта хӑвараҫҫӗ. Ҫӑкӑрпа чей валли ӗҫлесе тупма вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, атӑ илмелӗх ӗҫлеме вӑхӑтӑм ҫукчӗ, вара эп, кивҫен ыйтса, ырлӑх обществисен умӗнче пуҫӑма таяттӑм. Тупаймастӑп. Пысӑк, лайӑх ҫуртсене вӑрҫӑ пӗтӗмпех пӗтерсе тӑкнӑ, анчах паянтан пуҫласа этеме пӗчӗк япала та ҫитнӗ пек, мӗнпур мӗскӗн, ӗмӗрне пурӑнса ирттерекен ҫуртсене вӑл тӗкӗнмен. Ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах кӗмӗл ҫутӑпа ялкӑшать; таса сывлӑш пӑчӑ, анчах кӑшт уҫӑрах та, ҫемҫе те ҫепӗҫ, тинӗс хумӗпе килсе ҫапнӑ пек, йӗри-тавра вӑл тутлӑ шӑршӑ сарать. Хӗр унпа юнашар пычӗ. — Килтех вӑрӑсем, ҫитменнине тата… — Эпӗ кун пек килте пурӑнма хӑранӑ пулӑттӑм, тур сыхлатӑрах! — Хӑранӑ пулӑттӑр! Эпӗ те хӑратӑп — ҫывӑрма выртма та, тӑма та хӑраса пурӑнтӑм, ни ларма, ни выртма хӑймастӑп, Риджуэй йӑмӑкӑм! Вӑрҫӑ иртсен пурсӑмӑр та пӗр килйышӑн пухӑнса Ленинградра пурӑнасчӗ тенӗ тахҫанхи ӗмӗтӗмӗре ҫак каҫхине темиҫе хут та аса илтӗмӗр. Эпӗ ҫарта суранланса-аманса пӗтнӗ ҫын… Пуп ҫитнӗ, вӑл Наталья питне темӗнпе витсе, ассӑн сывла-сывла кӗлтума пуҫланӑ: — «Эй, пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан патша турӑ, мӗнпур чир-чӗрсенчен тасатакан… хӑвӑн чуруна, паян ҫӑмӑлланнӑ Натальйӑна, вырӑнӗ ҫинчен сыватса тӑрат… Давид пророк каланӑ пек: ҫылӑхпала ӳтлентӗмӗр, халӗ те сан умӑнта усал ҫылӑхсемпех тӑратпӑр…» Старикӗн сасси пӳлӗне-пӳлӗне килнӗ, ырхан сӑн-пичӗ сулхӑн пулнӑ, тумтирӗнчен ладан шӑрши ҫапса тӑнӑ. Пампассем Аргентинӑн пампасӗсем кӑнтӑр широтин вӑтӑр тӑваттӑмӗш градусӗсенчен пуҫласа хӗрӗхӗмӗшне ҫитеҫҫӗ. Эпӗ пилӗк таранах ҫӑвӑнатӑп, унтан тӳрех кӗнеке тытса ларатӑп. Ун чухне вара унӑн тӗп ӗҫӗ Марьянка пулчӗ. Оленин, хӑй ҫакна асӑрхамасӑрах, хӑйӗн чӳречинчен е хӑйӗн крыльци ҫинчен хӗрӗн кашни утӑмне антӑхса кайса сӑнарӗ. Паллах, эпӗ кун пек тытӑҫусем ҫинчен Ромаҫа каламан, анчах та эпӗ кӑштах уксахланине асӑрхасан, мӗн пулса иртнине вӑл хӑех тавҫӑрса илчӗ. Майлӑ самант тупса, флигеле кайрӑм. — Эсӗ ӗнтӗ ҫакна пиччӳсенчен пытарнӑ? Пиратсем лагере таврӑнчӗҫ. — Вӑл маншӑн нимӗн те мар. — Эй!.. — Ҫапла ҫав, — терӗ татах Паганель, ҫав тери ӳкӗте кӗртесшӗн пек пулса. Анна Сергеевна каллех кулса ячӗ те, ҫавӑнтах тепӗр енне ҫавӑрӑнчӗ. Сӗтел хушшинче судья курӑнса кайнӑ. — Ӗненместӗн? Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле ӗненмелле? Терт-асаплӑ ҫирӗм пин ҫуллӑх, юлашкинчен калас тӑк, пире лӑпкӑн-тӳлеккӗн, мӗн пуррипе киленсе, уявлӑн пурӑнма ирӗк паратех. Ҫакна каланӑ май чӑпӑрккипе сулкаласа, Антун тилкепене туртрӗ те, лашисем пысӑк юртӑпала чупса кайрӗҫ. Грузчик Фёдорпа юнашар утрӗ. «Тупата тетӗп! ҫав тери хистесе чӗнет, сӑмах тупас ҫук. Хӑй мӗн пӗлнине вӑл ҫамрӑклӑхӑн пӗтӗм вӑйӗпе, хӑйӗн пӗлӗвӗсемпе мӑнкӑмӑлланнӑ та вӗсем тӗрӗссине чунтан ӗненнӗ вӗренекенӗн хӗрӳлӗхӗпе каларӗ, — амӑшӗ валли те мар, хӑйне хӑй тӗрӗслесе калаҫрӗ. — Тепрехинче эпӗ каллех купсапа кайнӑччӗ, — малтанхи пекех куҫне мӑчлаттармасӑр та шӑппӑн каласа пама тытӑнчӗ Пантелей. Нихӑҫан та ун пек сасса илтмен эпӗ — вилӗм патне пыракан кӑна ҫавӑн пек чуна витмелле юрлама пултарать. Эсир те ҫ-ҫӗнӗ Савонаролӑна итлерӗр-и? Том вӗсен йӑлисене пелнӗ, ҫавӑнтан мӗн пулассине те лайӑхах чухланӑ. — Илемсӗр юрлаҫҫӗ, — терӗ Петр ҫӗр чавакан Вялова. Лешӗ, чӗркуҫҫи таран хӑйӑр ӑшӗнче тӑраканскер, ӑна хирӗҫ:— Мӗн юрласан та — пурпӗр… — терӗ. Приговор тӗрӗс. Хытӑ ҫывӑрать! — Халӗ, — терӗ вӑл, — гранит лупашкисене тулнӑ ҫумӑр шывне савӑтсем ӑшне тултарса хатӗрлӗпӗр, вара пирӗн шывсӑр антӑхасран хӑрасси те пулмӗ. Акӑ ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тӑратӑп. Мӗн тӑвасшӑн-ха эпӗ? Аппаратран тухрӗҫ те Гусевпа Лось — куҫа шартаракан тӗпсӗр тӳпене кураҫҫӗ, — вӑл аслати вӑхӑтӗнчи тинӗс пек тӗксӗм-сенкер. Беседка ҫерем сарса тунӑ сӑрт ҫинче ларать, унтан мӗнпур ҫуртсем курӑнаҫҫӗ. Ҫав лӑпкӑлӑх вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна хӑйне те тӗлӗнтерчӗ. Унтан вара вӑл ҫӗр ҫине, пӗр сулхӑнарах вырӑна пырса ларчӗ те хӑйӑр ҫинче темӗн чӗркелеме пуҫларӗ. — Пӗр сӑмахпа каласан — актриса ӗнтӗ, — терӗ приказчикӗ йӗрӗнсе. Малалла пӗтӗмпех Джим ҫинчен каласа панӑ. — Пуш сӑмах! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл хиврен. Ҫиллӗ ҫӗрсенче кунта ҫил ашкӑнса вылять, йӗке хӳресем чупса ҫӳреҫҫӗ. Самолёт сывлӑша ҫав тери хыттӑн шӑтарса пычӗ, управлени рычагӗсен кашни хускануне итлерӗ. Анчах Алексей унран хӑрарӗ. — Эппин ҫаплах пултӑр-ха — уншӑн хамах каласа парам: вӑл иккен куҫ хӑватне ӳстернӗ. Чунне лӑплантарса, сӑмсахран малалла утрӗ. Ӗлӗк ҫав тери йӑваш, каланине итлекен ачаччӗ, халь куратӑп ӗнтӗ: кирлӗ ӗҫ пирки калаҫма та май ҫук унпа, — пурӗпӗр итлес ҫук. Утнӑ ҫӗртех Алексей конверта хӗвне чиксе хучӗ. Вӑл ҫырӑва вулама ӗлкӗреймерӗ. Шубин вара Зоя кӗлеткине ҫурмаран хуҫрӗ те васкавлӑн, тарӑхнӑ евӗр, каллех тӑм ҫӑрма, ҫыпӑҫтарса кӗлеткесем тума пуҫларӗ. Ромашов пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн тӗк мӑйӑхлӑ, вӑрҫӑнма хатӗр, ырӑ пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑкӑрӑнни евӗр, пысӑк, тӗксӗм куҫӗсем ҫилӗллӗн йӑлкӑшса илчӗҫ. Тӑватӑ ҫын, пӗр харӑсах тенӗ пек сиксе анса икӗ енчен те Степан Бояркин патнелле пырса тӑчӗҫ. Ученый нумайччен йӑлӑнтарса тӑмарӗ, gonie тата indi текен сӑмахсем ҫинчен вӑл питӗ тарӑннӑн илсе ӑнлантарса пачӗ, французла документра austras тенӗ сӑмаха «кӑнтӑрти» тесе ӑнланма юрамасть, вӑл Australie-Австрали тени пулать, тесе вӑл итлекенсене питӗ ӳкӗте кӗмелле каларӗ. Княгиня патне каникула Петербургран тӑван ывӑлӗ, вуникӗ ҫулсенчи кадет, таврӑннӑ-мӗн. Ҫыру пирки ан пӑшӑрхан, ӑна ман пата хӑвар. Пролив виҫҫӗр ҫитмӗл ултӑ миль таран тӑсӑлса пырать; питӗ аран пыракан карапсем те унӑн тӑрӑшшӗпех тухаҫҫӗ — якӑр ярсан унӑн тӗпӗ питӗ аван тытать; унта темӗн чухлӗ тӑварсӑр ҫӑл шывӗсем, пулӑран тӑрантаракан юханшывсем пур, унӑн тӑрӑшшине тухиччен ҫирӗм тӗлте пӗр хӑрамасӑрах якӑр ярса ларма пулать — ҫавӑнпа та тинӗс ҫыннисен умӗнче ҫак пролив нумай ҫӳлте тӑрать. — Эпӗ ыйтса пӗлмелле мар япала ҫинчен сӑмах хускатасшӑн марччӗ. Хӗр пуҫне кӑларса пӑхнине асӑрханӑ хыҫҫӑн, Оленин, уйрӑммӑнах ҫӑмӑллӑн авӑнса, хапха ҫатанне сирсе ячӗ те, чӗлпӗрне туртарах саламачӗпе хӑмсарса, картишне кӗрсе кайрӗ. Вӗсем кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ… Ӑс кӗрсе ҫитме вӑхӑт ӗнтӗ. — Унта вӑл! Унта! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Ҫак сӑн — Володьӑн хура кӑранташпа тунӑ пӗрремӗш ӳкерчӗкӗ, ӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе паян кукамая памалла. Йывӑҫ кустӑрмасен хулӑм тукунӗсем хӑйӑр ҫинче чӗриклетме пӑрахрӗҫ. — Хатӗр пулсан, кайӑпӑр, — тенӗ Ваҫили Андрейч. — Пӗлетӗп! Егор, ялан ывӑнчӑк, тарлӑ, сывлӑшне аран ҫавӑракан ҫын, килет шӳт тӑвать: — Халь тытӑнса тӑракан патшалӑх йӗркине улӑштарас ӗҫ вӑл — питӗ пысӑк ӗҫ, анчах та, вӑл ӑнӑҫлӑрах пулса пытӑр тесен, манӑн хам валли ҫӗнӗ атӑ туянас пулать! — тет вӑл, хӑйӗн ҫӗтӗк йӗпе пушмакне кӑтартса. Унта шыв туллиех пулнӑ. Сталин юлташӑн статьине хирӗҫ сӑмах тухса каланӑшӑн, колхоз тӑвас ӗҫри «сулахайла» йӑнӑшсен юлашкисене пӗтересшӗн пулманшӑн ӑна парти умӗнче ответ тыттарма ун ҫинчен ыйту лартмалла-ши, ҫук-ши? «Вӑл Марьянкӑна юратать, — хӑй тӗллӗн шутларӗ Оленин, — эпӗ те ӑна савма пултарнӑ пулӑттӑм». Вара ӑна, вӗсем тӗттӗм вӑрманпа килелле утнӑ вӑхӑтра, темӗнле вӑйлӑ та хӑйшӗн ҫӗнӗ ачаш туйӑм ҫавӑрса илчӗ. Кирлӗ пулсан, эпӗ сулӑ хатӗрӗсене касса ваклама та хавас. Вӑл тухса кайрӗ, анчах кухньӑра, шухӑша кайса, тата тепӗр хут: — Вӑрҫӑ, — терӗ. — Мӗн амакӗшӗн халичченех тытса тӑрать вал ротӑна? Малалла эпӗ хула ҫыннисен сывӑ пайне ялсенче тӗпленсе пурӑнмалли план сӗнетӗп. — Пире хамӑр алӑсемпех пӑваҫҫӗ, — акӑ епле вӑл япала! Ҫав вӑхӑтрах ҫичӗ вӑрӑ-хурах боцман Джоб Эндерсон ертсе пынипе, хыттӑн кӑшкӑрса, хӳмен кӑнтӑр хӗвеланӑҫри кӗтесси енчи вӑрмантан чупса тухрӗҫ. Вӗсем пӑтрашса кайса чарӑнчӗҫ. — Мӗн, кайӑксене пеме каятӑн-и? — тесе калаҫма тытӑнчӗ вӑл. — А? — Ачасем пур-и? Ирӗксӗр свидетель пулни Кичем сасӑпа виҫӗ хутчен чӗниччен Луиза Пойндекстер ӗнтӗ каретӑн пускӑчӗ ҫине анса та тӑчӗ. Вӗсем пурте этем йӑхӗсенчисем пулнӑ, Оленин вӗсене, хӑй сисмесӗрех, пурне те ҫав тери кӑмӑлланӑ, лешсем хӑйсем те Оленинпа ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Сасартӑк тата, пӗтӗм сас-чӗвве хупласа, чуна чӗтретсе яракан этемле мар улани янӑра-янӑра кайнӑ, е вӑраха пыракан йынӑшу сасси пӳлӗмсем тӑрӑх хуллен ҫеҫ юхӑнса ҫӳренӗ, унтан каҫ тӗттӗмӗпе хупланнӑ кӗтессене кӗрсе ҫухалнӑ… Хӑранипе тата ывӑнса ҫитнипе эпӗ халтан кайса выртатӑп; манӑн пуҫа тӑн пырса кӗмешкӗн пӗр сехет шӑпах кирлӗ пулчӗ. Заседатель тӑрать те, пуҫне тайса, Троекурова ҫак хут ҫине алӑ пусма сӗнет. Тепӗр виҫӗ кунтан Воропаев патне Цимбалпа Городцов вӗҫтерсе ҫитрӗҫ, вӗсем ӑна Огарновсем, Юрий Поднебеско тата Ступина ҫула май грузовикпе кунта килме тухни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Идеалсен пӗрлӗхӗ пуррипе ҫынсем пӗрле выртаҫҫӗ пулать имӗш, — терӗ те вӑл темле лӑпкӑ мар кӑмӑлпа кулса ячӗ. — Хӑвна ху пӗтеретӗн, а эпӗ сана шеллетӗп. Унтан каллех шӑп пулчӗ. — Эпӗ пӗлместӗп, мистер Стумп, мистер Кольхаунсӑр пуҫне ӑна никам та утланса ҫӳремест. — Каялла, килелле! Ҫамрӑк хӗр сӑнарӗ умӑмран каймарӗ, чӗрем сикме чарӑнчӗ, ҫапах темле ыррӑн пӑчӑртанчӗ. Пӗр сехет хушши утрав тупӑ сассипе чӗтресе тӑчӗ, етресем вӑрман тӑрӑх, хӑйсен ҫулӗ ҫинчи мӗнпур япалана ҫӗмӗрсе вӗҫеҫҫӗ. Каллех — хуҫалӑх… Э, ку Аллардайс-ҫке, тур айӑплатӑрах мана. Катя ӑна хӑй суйламан. — Ҫаплах каларӗ Нина Капитоновна. Эпӗ ун чухне вӑрӑ-хурахсен чӗлхине нимӗнех те ӑнланса юлаймарӑм; анчах сӑмах 1772-мӗш ҫулхи пӑлхав хыҫҫӑн нумай пулмасть лӑплантарнӑ Яик ҫарӗн ӗҫӗсем ҫинчен пынӑ иккенне кайрантарах тин тавҫӑрса илтӗм. — Итлӗр, — тенӗ вӑл, — кӑлӑхах ан чӑрманӑр! — Ромашов юлташа курма пулать-и? Кулли унӑн хурлӑхлӑ пулин те, калама ҫук ырӑ; куҫӗсем пысӑк, ӗшенчӗк тата кӑшт хӑнчӑртарах, ҫакӑ ӑна пушшех хурлӑхлӑ та илӗртӳллӗ сӑн кӗртет. Вӑл тарӑхса кайрӗ, хӑйӗн мӗнпур юлашки произведенийӗсене, нумайӑш ырлакан картинӑсене, гусарсен, хӗрарӑмсемпе штатски советниксен портречӗсене пурне те мастерскойӗнчен кӑларса хума хушрӗ. — Ку кам? — тесе ыйтрӗ вӑл, Павка ҫине пӑхса. Мӗн-мӗн тумаллисене каласа тухнӑ хыҫҫӑн Иван Кузмич пире килсене саланма каларӗ. — Лашана ҫеҫ тирпейлем, Назаркӑпа килетпӗр те ҫӗр каҫах гулять тӑватпӑр, — терӗ те Лукашка, лашине пушӑпа ҫатлаттарса илсе, хӗрсенчен айккинелле юрттарчӗ. Тӗксӗм каменщик, курпунтарах ҫурӑмне сӗтел тӗлӗнче мӑкӑртса тытса, хулӑм сасӑпа калатчӗҫ: — Ҫылӑх вӑл шурлӑх пекех — шаларах кӗнӗҫемӗн путсарах пыратӑн! «Три-стоп», «три-стоп» мар вӗт ку. Темиҫе минута яхӑн вӑл, садра темӗнле пӗчӗк кайӑк чӗвӗлтетнине тата хӑйӗн чӗринче ҫӗкленекен тӗлӗнмелле туйӑма итлесе, вырӑн ҫинчех выртрӗ. — Эпӗ рабочи. Кӑвайтсем ҫеҫ шӑтӑртаткалаҫҫӗ, хӗҫ-пӑшал чӑнкӑртатать, — пин ҫуллӑхсем хӑйсен ҫул-йӗрӗ ҫине таврӑнчӗҫ, вӗсен тертлӗ вӗҫевӗ каллех пуҫланчӗ тейӗн. Ҫакӑнпа пӗрлех тата Гленарванран вӑл хӑйпе пӗрле экспедицине миҫе матрос илни ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ. Иккӗ анчах илнине пӗлсен, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ. — Эпӗ хӑҫан та пулин суйнӑ-и? Трактир. — Таса сӑмахӑма паратӑп сана. Матроссем вара тӑван стихийӑна лекнӗ чухнехи пекех туяҫҫӗ. Роберт Таукӑн ҫилхинчен ярса илнӗ те ун хыҫӗнчен ишсе пырать. Хӗрарӑмсен ушкӑнӗнче хирӗҫле енсем тата ытларах палӑра пуҫларӗҫ. Юргин тӑруках вырӑнтан ыткӑнса, кӑшкӑрса ячӗ: — Атя ман хыҫҫӑн! — Эй, юнга, кай кунтан! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Унӑн амӑшӗ, ялти учительница, йывӑр чирленӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа та ашшӗ, ватӑ агроном, ӗҫ ҫынни депутачӗсен облаҫри Совечӗн членӗ, ывӑлне ҫартан киле чӗнсе илнӗ. Николай Антоныч столовӑйран тухса алӑк умне чарӑннӑ чухне те эпир ҫаплах чуптӑваттӑмӑр-ха. Президиумрисенчен вечера пӗри те юлмарӗ. — Тата мӗн кӑтартма пулчӗ-ха сана Дик? — кулса ыйтрӗ Гаррис мистер. Сковородников понтоннӑй кӗпер ҫинче пӗр паллакан хуралҫа чӗнсе илчӗ, вӗсем ҫав тери вӑрахчен калаҫрӗҫ. Анчах эпӗ нимӗн те ӑнланса юлаймарӑм: таҫта такамсем ҫула пӑснӑ имӗш, утлӑ ҫар корпусӗ Петроград ҫинелле каять, вокзала вилӗм батальонӗ йышӑнса илнӗ, тет. Эпир сире хамӑр условие каласа пӗлтертӗмӗр. Вӑл урӑх ҫын — мустангера укҫалла вӗлерекен ҫын тупасшӑн пулнӑ. Тӗмсем урлӑ иртнӗ чухне вӑл, яка йывӑҫа асӑрхаса, сасартӑках чарӑнчӗ, унтан ҫӗҫҫине кӑларчӗ те ӑна касса илчӗ. — Вӗренме, — терӗ Егорушка. Ҫине вӑл тусем ҫинче пурӑнакансен тумне тӑхӑннӑ, сӑрланӑ мамӑкран тунӑ хура мӑйӑх ҫыпӑҫтарнӑ, пуҫӗ ҫине, папаха вырӑнне, пакша тирӗнчен тунӑ кивӗ муфта тӑхӑнса янӑ; ҫӑмламас бурки вара простыня пекех туйӑнать. Ку та пысӑк ҫын, хӑй йӳле янӑ ваткӑллӑ куртка тӑхӑннӑ, сӑн-пичӗ кӑшт шатраллӑрах, тахҫантанпах Ҫӗпӗрте пурӑнакан ҫын евӗрлӗскер. Уэлдон миссис Алвиш именинчен ниҫта кайма та шутламарӗ. Материкӗн ҫыранӗсем анчах, мӗнпур бухтисемпе, заливӗсемпе, сӑмсахӗсемпе, тинӗселле тухса тӑракан ҫӗрӗсемпе, никамӑн мӑшкӑлне курмасӑр, ҫанталӑкран килекен ирӗклӗхсемпе капӑрланса тӑраҫҫӗ. Хайӗн сӑмахӗсемпе хӗпӗртенӗ Мартини Джеммӑна аллинчен тытрӗ, анчах хыҫалта сиввӗн мӑкӑртатакан сасса илтсен, ӑна ҫавӑнтах каялла ячӗ. Халӑхӗ пирвайхи ушкӑн майлӑ ытларах пулнӑ, ҫавӑнтах суд туса, айӑплӑ ҫынна наказани пама ыйтнӑ. Унӑн айӗнче тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ тумтирӗ курӑнса тӑрать, ӑна вӑл пилӗкӗнчен пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ та, пиҫиххинчен питне сӑрламалли сӑрсен пӗчӗк хутаҫҫине ҫакса янӑ. Ача аллисене салтрӗҫ. Петр пӗве патне пычӗ те тем итлесе чарӑнса тӑчӗ. Павел та кулса ячӗ. — Базаров атӑ пуҫӗпе ҫӗр ҫине йӗр турӗ. Эпӗ ку ӗҫме-ҫимесене чӑн та пирӗн складран илнине асӑрхарӑм тата Сильвер ӗнер каҫхине калани пӗтӗмпех тӗрӗс пулнине ӑнлантӑм. Зурин мана хӑй патне, салтакла, мӗн-пур мӗн-ҫукпа, кӑнтӑрлахи апат тума чӗнчӗ. Эпӗ вӑхӑта ҫухатма юраманни ҫинчен ӑнланса илтӗм. Палубӑна пӳлсе тӑракан грот-бом айӗнчен упаленсе тухрӑм та, трап тӑрӑх каютӑна чупрӑм. Тахҫан ял урамӗ пулнӑ пушӑ вырӑнпа Алексей васкаса шуса кайрӗ. Пейсах пӗр сассӑр тӑсӑлса ӳкрӗ. Витӗр курӑнакан тӗтре Рибарицӑ хушлӑхӗнче тӗллӗн-паллӑн курӑнкалать-ха, анчах унӑн та юрпа витӗннӗ тӑрри ир ҫутипе хӗрелнӗ. — Ирӗклӗхшӗн тӑрӑшӑр, вӑл ҫӑкӑр та, чӑнлӑх та парӗ, — сывӑ пулӑр, ырӑ ҫынсем!.. Его величество, монархсенчен чи паттӑрскер, ытла хӑрасах ӳкмерӗ, эпӗ хам вӑл пит хӑрать пулӗ тесе шутланӑччӗ. Вӑл мана хӗҫе йӗннине каялла чикме хушрӗ те ман урари сӑнчӑр вӗҫӗнчен ултӑ фут аяккарах ҫӗр ҫине ерипен пӑрахма хушрӗ. Ҫавӑн пекех тата Екатерина патша, хӑйне Аслӑ тенӗ пулин те… Ҫав вӑхӑтрах Фукс мала тухса тӑчӗ. Кӑнтӑрла иртни 6 сехет ҫитсен, эпӗ апат ҫиме вӑхӑт иккенне ас туса илтӗм; утӑм ӗшенсе ҫитнӗччӗ; эпӗ Пятигорскран нимӗҫ колонине каякан ҫула тухрӑм. Мачтӑсем тумашкӑн ҫурт тумалли чи ҫӳлӗ йывӑҫсене пит хытӑ тертленсе виҫ-тӑват йывӑҫ касрӑм. Ку ӗҫре мана его величествӑн карап тӑвакан платникӗсем пит нумай пулӑшрӗҫ; вӗсем йывӑҫсене эпӗ ҫиелтен вартанӑ хыҫҫӑн саваласа якатрӗҫ. Хастар анчӑкӑм, хальхи вӑхӑтра пӗртен-пӗр тусӑм! Сана вӗлереймен эппин вӗсем?! — Эпӗ хам та пулӑ тытма ҫав тери юрататӑп, кунта эпӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ, ӗҫрен рекреаци тума килнӗ пек ҫеҫ килтӗм. Ӑна мухтанӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ; эпӗ ун патне пуринчен кайран пырса тӑтӑм та унӑн сӑсси пирки ҫапла темӗн иртӗнӗрех каласа хутӑм. Халь вӑл сире хӳтӗлеме пултараймасть. Хайхи казак стойка патӗнче, кӗтесри кӑмакан стена хушши тӗлӗнче ларатчӗ; унпа пӗрле пӗр патмар хӗрарӑм пурччӗ; кӗлетки казакӑннинчен пӗр икӗ хут тенӗ пек пысӑкрахчӗ, ун ҫаврака пичӗ сафьян пек йӑлкӑшатчӗ, вӑл казака амӑшӗ пӑхнӑ пек кӑмӑллӑ куҫсемпе пӑртак пӑшӑрхансарах пӑхса ларатчӗ; казакӗ ӳсӗрччӗ, тӑсса янӑ урисемпе урай тӑрӑх каштӑртататчӗ, хӗрарӑмӑн урисене тӗртсе ыраттаратчӗ пулас, — хӗрарӑмӗ шартах сиксе, питне пӗркелентерсе илетчӗ. — Тупнӑ мухтанмалли! — Уҫӑ вырӑн. Персе тӑма пит меллӗ! Вӑл ҫӗрле аттене кӗл турӗ, анчах мӗн тери тӗлӗнмелле ҫирӗп ҫын пулнӑ вӑл! Хӗвел анас умӗн Тимурпа Симаков пасар площадьне чупса кайса килчӗҫ. — Эпир атеистсем, — терӗ вӑл малалла ҫиллине шӑнараймасӑр, — ҫыннӑн мӗнле пысӑк йывӑрлӑх пулсан та вӑл тӳсме тивӗҫлӗ, тесе шутлатпӑр. Вӑл ӳксен, вӑл хӑйне тата пысӑкрах инкек кӳрет. — Унтан вара? — шӑлне йӗрсе илчӗ Олейник. — Пантелей те ҫав еннеллех пӑхса ассӑн сывларӗ те ирхи сулхӑнра ҫӳҫенсе илчӗ. — Паян шӑматкун-ҫке-ха, вӗсем вулаҫҫӗ, — ҫавӑнпа та вӑл юлма пултараймасть… Кӑвак куҫӗсем унӑн ӑслӑ пӑхаҫҫӗ, сӑн-пичӗ, илемлех мар пулин те, пӑхма килӗшӳллӗ. Вӑл кулса ячӗ. Пӗтӗмпех пӗтнӗ! Пӗтӗм халӑх вӑрҫӑ вӑрҫнӑ чух тата эпир хамӑр пӗри тепӗрне кӑна мобилизацилеме пултарнӑ чух, эпир халӗ мӗн ҫинчен шухӑшлама пултаратпӑр?.. — Ҫапла. Ватти сӗлкӗшнӗ кӑмӑлпах пӗчӗк пӳрте кӗрсе кайрӗ, ҫур ҫӑкӑр касса, ачине чӗнсе илчӗ те ӑна ҫурма сасӑпа тем каларӗ. Ҫулҫӳревҫӗсене ытлашши васкама та кирлӗ мар. Вӗсен умне кӗтмен ҫӗртен вӑхӑтра тухса тӑнӑ йывӑҫ патне мӗнле пулсан та ишсе ҫитмеллине пурте ӑнланаҫҫӗ. Асли пӗр тӑватӑ ҫулта, шӑллӗ виҫҫӗре. Максутов системи тӑрӑх шкулсем валли питех те меллӗ, аван телескопсем тӑваҫҫӗ. Маччаран кантрасем ҫинче кӗленче шарсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; шыв тултарнӑскерсем, вӗсем лампа ҫутине пуҫтараҫҫӗ, унӑн сивӗ, шурӑ панӑркине иконӑн тӑваткӑл хӑми ҫинелле ӳкереҫҫӗ. Сухарько кӗнӗ ҫын ҫине тӗлӗнсе пӑхса, ура ҫине тӑнӑ. Шерборн ҫаплах ним чӗнмесӗр аялалла пӑхса тӑрать. Картиш шӑпланчӗ. Пирӗншӗн пулсан — хӗвел ҫутаттӑр та ҫӗр ҫимӗҫ патӑр тата тӑван совет влаҫӗ пултӑр, эпир вара, Алёха тӑванӑм, пӗр пилӗк ҫул хушшинчех йӑлт ҫӗнӗрен туса лартатпӑр. Хӑш-пӗр колонисене тӳлевсӗр ӗҫ вӑйӗ парса тӑрассишӗн пӗтӗм материка ҫынсӑр тӑратса хӑварма пултаракан сунар Африкӑра халӗ те пур — ҫакна вулаканӑн пӗлмеллех. Ҫынсем ҫине ӑҫта тата мӗнле тискеррӗн тапӑннине, унта мӗн чухлӗ юн юхнине, мӗн чухлӗ кил-ҫурт пушарпа пӗтнине — ҫаксенчен пуринчен те кам мӗнле услам илнин те пӗлмелле вулаканӑн. — Вӑт ку апатлӑх, э? — терӗ Умрихин, мулкач ҫинелле кӑтартса. Ежов, утма чарӑнса, аллисемпе пуҫне ярса тытнӑ та, урисем ҫинче сулӑнкаласа, пӗрер минут тапранмасӑр тӑнӑ. Ҫутӑ-симӗс, тата хӗрлӗ пустав, тата кивӗ пир татӑкӗсем ун ҫинче ӑҫта килчӗ унта, кашта ҫинчи пек, ҫакӑнса тӑнӑ, ура шӑммисем, килери кисип пек, шалпар ботфортсем ӑшӗнче шакӑртатнӑ. Йывӑҫ мӗлкисем хӳшше пытарса тӑнӑ. Яла таврӑннӑ хыҫҫӑн бурмистр пире нумаях та пулмасть Мускавран илсе килнӗ тырӑ сӑвӑрмалли машинӑна курма илсе кайрӗ. Апла мӗнле хуҫалӑха тытса усрамалла-ха, хӑвах шутласа пӑх-ха». Анчах Калугин штабс-капитан Михӑйлов мар ҫав, вӑл хӑйне хӑй юратать, нервисем те йывӑҫ пек ун, пӗр сӑмахпа каласан, ун пеккисене хӑюллӑ та харсӑр, теҫҫӗ. — Пачах урӑхла, питӗ кӑмӑллӑ, йӑмӑкӑм. Таҫта урапа нӑчӑртатать, ӗне мӗкӗрет, пӗчӗк шыв юххисем шавлаҫҫӗ. — Эсир ҫак пӗлтерӳпе каяс шухӑшлӑ-и. — ыйтрӗ Скайльс. — Лешсем, кунта ҫывӑрнисем, ӑҫта-ши? — ҫав тери хӑраса кайса ыйтрӗ Петров, хӑй хумханнипе туртӑна-туртӑна илекен янахне тата йӗксӳленнине чарма тӑрӑшса. Амӑшӗ унӑн музыкин ҫӗнӗ ҫеммисене итлесе, тӗлӗнсе кайрӗ. Ан ман, пирӗн паян нумай хӑна кӗтмелле, манӑн пӑртак пӗччен шутласа, килхуҫи хӗрарӑмӑн рольне лайӑх ирттерме хатӗрленмешкӗн ҫур сехет те пулин кирлӗ. Ҫамрӑк ҫынӑн сӑнӗ салхуланнӑ. Ун ҫийӗнче саплӑксем лартса тултарнӑ хулӑн кӗпе; урисем ҫара та вараланса пӗтнӗ; пуҫӗ ҫинче — кивӗ кӑвак тутӑр. Виҫӗ сехет каялла ҫакӑнта атака пуҫланнӑччӗ; ҫак шӑтӑк витӗр вӑл, Говэн, хӑйӗн салтакӗсемпе башньӑна вӑркӑнса кӗнӗччӗ; ҫак шӑтӑк леш енче — ҫуртӑн ҫӗр пӳлӗмне кӗмелли алӑк пур, унта халӗ маркиз ларать; стена шӑтӑкӗ патӗнче тӑракан хурал ҫав тӗттӗм пӳлӗме сыхлать. Швабрин та вӗсем хушшинчех. Пӗри вӗҫсе иртсе кайрӗ вӗт, кӑшт ҫеҫ пӗкке ҫаклатса ӳкеретчӗ! Хӑйӗн шухӑшне шухӑшламасӑр-тумасӑр каласа хунӑ пирки Володьӑна аван мар пулса кайрӗ, намӑс пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл темӗскер мӑкӑртаткаласа илчӗ те ним шарламасӑрах Дяденко тавлашнине итлеме пикенчӗ. Хӗрарӑм тени чи малтан хӑрама пӗлтӗр. Мӗн тумалли юлчӗ-ха тата? Картиш тӑрӑх вӑл ҫил-тӑвӑл пӗлӗчӗ пекех вӑштӑртаттарса пычӗ. Шпицбергенӑн ҫын пырса кӗмен пайӗнче ултӑ вырӑс матросӗ темиҫе ҫул хушши пурӑннӑ-ҫке-ха. Тюленьсем тытса, тюлень ашӗ ҫисе ҫийӗсене тюлень тирӗ тӑхӑнса, хӑйсен юрпа пӑртан тунӑ шалаш урайне те унӑн тирне сарса пурӑннӑ-ҫке-ха? Мухортыйӗ хырӑмӗ таран юр ӑшӗнче тӑнӑ, кутлӑхӗпе ҫуна ҫиттийӗ ун ҫурӑмӗ ҫинчен юр ҫинелле усӑнса аннӑ, вӑл шап шурӑ пулнӑ, хӑйӗн вилӗ пуҫне шӑн мӑйӗ ҫинелле усса янӑ; сӑмса шӑтӑкӗсенчен пӑр усӑнса тӑнӑ, куҫӗсем пӑсланса ларнӑ, вӗсем йӗри-тавра куҫҫулӗ шӑнса ларнӑ пек пулнӑ. Вӑл пӗр каҫрах пит начарланса кайнӑ, унӑн шӑммипе тирӗ кана тӑрса юлнӑ. Мӗнех, ку, тен, тӗрӗс те пулӗ, анчах ку пӗтӗмӗшпе ун пекех те мар. Унӑн пыр шӑтӑкне тем капланса ларнӑ пек пулчӗ. Анчах Валя патне кӗрес вырӑнне сухал хыртарма кӗтӗм, Географически управленине кӗриччен ҫавӑнтах ҫухана та ҫӗннипе улӑштарса ҫӗлӗп терӗм, Управленире мана пӗр контрадмирал тепӗрин патне кӗртесшӗнччӗ. — Ну, кӗскен каласан, кунта эсир те явӑҫнӑ. Берсенев Еленӑпа университет пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйсен шухӑшӗсемпе ӗмӗчӗсем ҫинчен калаҫрӗҫ; Вӑл Атаман полкӗнче пулнӑ, гвардеец. Тусӗсемпе тӑванӗсем тӗмеске патне пырса йӗри-тавра ҫавӑрса илчӗҫ. Хальхи вӑхӑтра ку ялти халӑх шутне ҫаксем кӗреҫҫӗ: хӑй складӗнче военнӑй паек шутне кӗртмен эрехсене усракан маркитант; гостиница хуҫи, ун гостиници ҫумӗнче вара таса тӑпра урайлӑ та куҫа илӗртекен ҫӳлӗксемлӗ пӗчӗк хупах-бар пур, эрех юратакансене астарма ҫӳлӗкӗсем ҫине бутылкӑсем лартса тухнӑ; картла выляса вырӑнти гарнизонӑн кӗсьисене ҫаратса пурӑнакансен ушкӑнӗ, ырӑ мар ят тухнӑ хура куҫлӑ сеньоритӑсем пӗр ҫирӗм сеньорита тата ҫавӑн чухлех сунарҫӑ таврашсем, выльӑх хӑваласа ҫӳрекенсем, мустангерсем тата нимле хисепе те кӗртме май килмен ҫынсем; кун пек ҫынсем вара пур ҫӗршывра та кашни ҫар ялӗнчех пулаҫҫӗ. — Хӑҫан? — Палласа илейместӗр-и? — хушса хучӗ Огнянов ҫемҫе сасӑпа, вӑл хӗрарӑма лӑплантарас ӗмӗтпе хӑйне паллаштарма васкарӗ: — Огнянов эпӗ… сирӗн Нанкона вӗрентекенӗ… Е эсир мӗнле те пулин ҫыру илтӗр-и? — Вунвиҫӗ ҫулхи тӑлӑх арҫын ача ҫеҫ, а эпӗ — сантан пӗр тӑват хута яхӑнах аслӑ та сана мухтатӑп, эсӗ пурин патнелле те хӑяккӑн мар, питпе ҫавӑрӑнса тӑнӑшӑн ырлатӑп! Игумен каллех тӗллесе печӗ. На крр-а-а… — Вӑл — хӗрӗх тӑххӑрмӗш! — пӳлчӗ ӑна Егор Иванович лӑпкӑн. Акӑ вӑл ҫӗр ҫумне перӗнес чухне сулахай еннелле хытӑ тайӑлчӗ, хӑйӗн хӑрах кустӑрми ҫинчех вӑраххӑнтарах чупса кайрӗ, унтан сылтӑм енне тайӑлса ӳкрӗ те, хӑйӗн тӗрӗс ҫунаттипе ҫӗр ҫине тӑрӑнса, хӑй тӗнӗлӗ ҫинче хӑвӑрт ҫаврӑнса илчӗ, — ун таврашӗнчи юр пӗлӗт пекех ҫӗкленчӗ. Юлашки самантра вӑл куҫран ҫухалчӗ. — Унпа ҫеҫ мар! — хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ Давыдов. Унтан Дик виҫӗ кӗтеслӗ парӑсӑн, кливерӑн, шкотне кирлӗ таран пушатма хушрӗ те негрсене карап хӳрине чӗнчӗ. — Йӑнӑшмастӑп пулсан, гаучосем йӑваш хресченсем мар, вӗсем чи хӑрушӑ бандитсем пулаҫҫӗ. — Айта луччӑ ун ҫинчен пуплер. Вӑл каретӑри чаршав хыҫӗнчен хӑйне йӑлтӑркка хура куҫсем пӑхнине курчӗ. Шыва тапса тӑкмӑр-и? Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каллех кӳме патне пычӗ те ҫывӑракансем ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Есаул Половцев ҫӑм чӑлхапуҫӗсем тӑхӑннӑ урисене пикенсех тӑлӑпа чӗркерӗ, ҫӑматӑ тӑхӑнса ячӗ. Хуторти виҫӗ ҫын — Яков Островновпа унӑн ывӑлӗ тата Лапшинов старик — ӑна 1920 ҫулта каялла чакса пыракан шуррисемпе пӗрле Кущевкӑра, Аштымовӑн карательнӑй отрядӗнче курнӑ. Пиччӳ пулман санӑн — суятӑн, сан пек ҫынсен нимӗн те пулмасть… Смоковницӑн горизонтальлӗ тӑракан турачӗ ҫинче аванах ҫакса вӗлерме пулать. Ашшӗнчен вӑл шикленнӗ, анчах ӑна юратнӑ. Васкаса вуласа, Артур хайӗн ятне тӗл пулчӗ. Краузе подпрапорщик Благороднӑй пухура хирӗҫӳ пуҫласа ярать. — Вӑл та килте. Корма ҫинчен ултӑ каюта турӗҫ, вӗсем запаслӑ алӑксемпе комбузпа тата кубрикпа ҫыхӑнаҫҫӗ. — Ҫакна хушса хуратӑп; эпӗ начальник пулнӑ май, ыттисене пример кӑтартмаллаччӗ, апла-тӑк сирӗн те, судья пулнӑ май, пример кӑтартмалла. Ҫакӑн пек вырӑна хупӑрласа илнӗ чух атакӑна башньӑн стенинчи шӑтӑк витӗр кӗмеллине Говэн питех те аван пӗлсе ҫитнӗ. Эсӗ старик вӗт ӗнтӗ, колхоз пенсионерӗ темелле, ухмахлӑхна вара ҫаплах пӑрахмастӑн, кашнинпех тӳпелешме хӑтланатӑн, ӗҫ тухмасан вара — ҫӑкӑр тархаслама тытӑнатӑн. Рада аллисене чӗри тӗлне тытрӗ, ӑшӗ вӑркама тытӑнчӗ. Хӗвелтухӑҫнелле бинокльпе пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл тата ытларах салхуланчӗ; вара тӑпра купи ҫинчен анчӗ, малтанхи вырӑна пырса тӑчӗ. Шухӑшласа тупать ҫав, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Ӗнер ирхине эпӗ ун патне камерӑна кӗтӗм те темиҫе ыйту патӑм. Допроса хам патӑма илсе пыма вӑл пит вӑйсӑр-ха. Ку аван та ӗнтӗ, — вӑл сывалса ҫитиччен эпӗ ун патне никама та кӗртесшӗн мар. Хӑрушӑ япала вӑл. Ҫав хресчен ачине вӑл, тен, ӑна ӗлӗк чӗннӗ пек саrinо тесе чӗнӗ. Ҫавсене пӗрне те курас мар тесе, Пӑван тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те, каллех пусма ҫине анса ларчӗ. Иккӗшӗ те куҫӗсене уҫса выртнӑ пулнӑ. …Алексей ҫак кун Анютӑна хӑй мӗнле ҫӳрени, мӗн туни ҫинчен пӗр сӑмах та каламарӗ, ҫавӑнпа та Анюта унӑн ӗҫӗсем начарри ҫинчен ӑнланчӗ. «Тӗнче пӗтет!» Ахальтен мар вӗт-ха ҫутҫанталӑк ӑна йӗрӗнчӗклӗ те намӑслӑ тунӑ. Елена сасартӑк ун еннелле ҫаврӑнчӗ, ӑшшӑн кулса, ун хулпуҫҫийӗ ҫине таянчӗ. Чартков кӑшкӑрасшӑн пулчӗ, анчах ун сасси тухмарӗ, кӑшт та пулин хускалса илесшӗн пулчӗ, анчах хускалма та пултараймарӗ. Анчах эсӗ итлеме, пултаратӑн, хӑлхусем вӑрӑм санӑн. Вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем виҫ-тӑватӑ скальп сӗвсе илнинчен, пӗр вунӑ лаша тата темиҫе пуҫ выльӑх тыткӑна илнинчен ытла шала кайман. — Мӗн, мӗн тума килтӗн-ха? — тесе тӗпчерӗ вӑл малалла, тӑваткал-тӑваткал тутӑрне хутлатса кӗсйине чиксе. Лось хӗр ятне — Аэлита — каланӑ чухне, ҫак ят ӑна халӗ иккӗлле туйӑмпа хумхантарать: малтанхи АЭ сыпӑкӑн хуйхӑлӑхӗпе — «юлашки хут курӑнаканскер» — тата ЛИТА — кӗмӗл ҫутӑ пуррине туйнипе, ку — «ҫӑлтӑр ҫути». — Пулӗ те, анчах унӑн тӑррине улӑхма тӑрсан, сирӗн унӑн ҫӳллӗшӗ пирки ӳпкелешсе тӑмалли пулмасть. Чунтан-вартан шанса тӑни, кӗтни, хал кайиччен вӑй хуни, хастарлӑх — ҫак темиҫе ӗмӗр хушши нушаланса пуҫтарнӑ мул пӗр самантра ҫилпе вӗҫсе шӑранчӗ. Ну мӗнле? Хӑш-пӗр чух вӑл ывӑннипе халран ӳкет. Геббельс аллине лексен — тытӑнать вара янрама: ҫапла та капла, вырӑссен урасӑррисем ҫапӑҫаҫҫӗ… Самойлов ун хыҫҫӑн тепӗр хут, анчах та хытӑрах каларӗ: — Сучӗ тӗрӗслӗхпе пымасть, ку чӑнах вара! Апатланасси пит савӑк пырать. Сӑмахсем ӑна кирлӗ мар пек туйӑнчӗҫ, вӗсене вӑл ӑнланмарӗ. Саккӑрмӗш кунӗнче унӑн «Антонов огонь» текен чир пуҫланнӑ. Запорожецсем пур еннелле те пуҫ тайса илсе пӗр ҫӗре пухӑнса тӑчӗҫ. Мӗншӗн ӗҫе пӑрахрӑр? — тесе ыйтрӗ. Вӑл ҫав ҫыхха хытӑрах чӑмӑртаса тытнӑ пулсан хӑй вӑраннӑ хыҫҫӑн та ҫыхӑ алӑра тӑрса юлнӑ пулӗччӗ тесе шутлать. Сотскисем Рыбина аллисенчен тытса вулӑс правлени крыльци ҫине илсе хӑпартрӗҫ те алӑкран кӗрсе ҫухалчӗҫ. — Петровича та-и? Хӑшпӗр колхозниксем каласа панӑ тӑрӑх, колхозра чи хытӑ дисциплина туса хума та вӑлах хӑтланнӑ. Анчах турӑ ирӗк памарӗ! Вӑл хӑйӗн кӳрши пур тӗлӗшрен те акӑлчансем пек пулма хӑтланни ҫинчен лӑпкӑн калаҫма пултарайман, час-часах сӑлтав тупса ӑна критикленӗ. — Эсӗ ӑна пӗлместӗн-ха, — ӑшшӑн каларӗ Майданников. Халь вара, пӗрремӗш священник сӑмахӗсем хыҫҫӑн, ҫакна аса илнӗ те вӑл, чӗри унӑн хуйхӑпа та шиклӗхпе хыттӑн хӗсӗнсе ларнӑ. — Ну, мӗнле, Марко бай, инкек иртрӗ-и? — Вӑл плугӑн сылтӑм аври ҫине уртӑнчӗ, плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине лартрӗ, вара тӑпра сийӗ, плугӑн сурпанӗ тӑрӑх чалӑшшӑн та хыттӑн сӑтӑрӑнса иртсе, сурпан ҫумне ҫыпҫӑнса хытса ларнӑ тӑпрана, ҫулласа тасатнӑ пекех, тасатса хучӗ. Огнянов алӑка тӗкрӗ те уҫса кӗчӗ. Эпӗ питӗ кулянма тытӑнтӑм, вӑл ҫурт патне тек пымастӑп терӗм, кирек мӗн каласан та, ман пиркиех пулчӗ ку инкек. Амӑшӗ вӗсем иккӗшӗ те темле пусӑрӑнса ларнине курчӗ. Манӑн пӑртак ҫеҫ шанса тӑрас килетчӗ, эпӗ вырӑнларах вӑхӑт ҫитиччен кӗтме килӗшетӗп. Укҫашӑн тавлашу пулнӑ-и вара? Хырӑмӗсене килениччен тултарнӑ хыҫҫӑн пурте сӗтел хушшинчен тӑрса вӑрӑм е кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗмӗсене туртса ячӗҫ те, аллисене пӗрер курка кофе тытса, алкум ҫине тухрӗҫ. Вӑл пире теприн ытамне хӑвалать, эпир ӑна ӑнланса илейместпӗр, унран хӑйӗнчен темскер кӗтетпӗр. Сехӗрленсе ӳкнӗ хресченсем ӑҫта килнӗ унталла тарса пӗтрӗҫ. — Ах, Трилли, ху ҫухӑрнипе аннӳне вӗлеретӗн эсӗ! Тоня, ун ҫине чылайччен пӑхса тӑрса, ӑна чунтан хӗрхенсе, чӗрипе савса, уншӑн пӗр хӑраса, пӗр савӑнса унӑн аллисене чӑмӑртать. Житомир патӗнче утлӑ ҫар саланса, хӗрсе кайнӑ лашасене нимӗн чармасӑр, хӗвел ҫинче хӗҫсене йӑлтӑртаттарма тытӑнать. Яка мар пирки Хӗвел ҫутине Уйӑх хӑй ҫине нумай йышӑнать, пирӗн ҫине вара ҫав ҫуттӑн юлашки пайне кӑна ӳкерет. Анчах пӑртак шухӑшласан, ҫав усӑсӑррине ӑнланса илчӗ. Хам палланӑ вӑхӑтран пуҫласа вӑл мана нихӑҫан та пӗр харӑс вунӑ сӑмах таран каламан. «Мӗн тума кирлӗ вара вӑл?» — Акӑ ӑҫта вӑл, музыка! Пӗлӗт пушар чухнехи пек хӗрелчӗ: тинӗс тӗпӗнчен вулкан тапса тӑнӑн туйӑнать. Лашисем тумхахлӑрах ҫул тӑрӑх хӑвӑрт вӗҫтерсе пынипе кӳми хӑйӗн акӑлчанла рессорӗсем ҫине перӗнсе чӳхенменпе пӗрех туйӑннӑ. Эпӗ тата ҫыру ҫырнӑччӗ-ҫке, килме тухасса пӗлтернӗччӗ; ку ҫырӑва та вӑл… Ҫамрӑк капитан негр патне пычӗ. Ҫак лайӑх ҫынсем, темиҫе вилӗм хӑрушлӑхӗнчен тухнӑскерсем, тусӗсен ытамӗнче кӑшт ҫеҫ пӑчӑхса вилмерӗҫ. Малтан ӑна ашшӗ амӑшӗ пӑрахнӑ ачасене Америкӑра вӗсем нумай — ӳстерекен ҫурта вырнаҫтарнӑ. — Мӗне кирли паллах ӗнтӗ, турӑ ҫумӑрне ҫутарса патӑрччӗ, тетпӗр. Сигарне туртса пӗтерсен, ҫӗнӗ хуҫа таҫта тухнӑ та, тепӗр минутран аллине пӗчӗк матрац тытса таврӑннӑ. Фронтра шӑп. — Ох, мӑнакка, манӑн пӳрнене гангрена пулнӑ. Вӑл ларнӑ ҫӗртех тӗлӗрсе кайрӗ, ун умне амӑшӗн пӗркеленчӗклӗ хыткан сӑнӗ тата ачашшӑн пӑхакан тӑван куҫӗсем тухса тӑчӗҫ. Анчах ҫакӑн пек пысӑк температурӑра нимӗнле япала та хытӑ пулма пултараймасть. Эпӗ суднона хӑрушлӑх хӑратса тӑнине куртӑм. Айккинелле чалӑшса, хӑвӑрт пынипе ҫынсене тӗлӗнтересшӗн пулнӑ пек, пуҫ тӑрринче саламатне ҫавӑрттарса лавсем еннелле вӑл кайӑк вӗҫтерсе килме тытӑнчӗ. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха ӑна вӑрлани Уэлдон миссиспа Негоро каласса татӑлнӑ хыҫҫӑн, Бенедикт пиччене Моссамедиша илсе ҫитерсе, Джемс Уэлдона ҫӗр пин долларпа тавӑрса памалли тыткӑнри ҫынсен шутне кӗртнӗ хыҫҫӑн? — Мӗн? — терӗ Марьяна тӳрккес те ҫиллес сасӑпа. Карандаш ун сӑн-сӑпатне начаррӑн ҫеҫ кӑтартса парӗ; ун куҫӗсен йӑлтӑртатса тӑракан ҫуттине нимӗнле художник те чунсӑр пир ҫинче кӑтартса пама пултарас ҫук. Эсӗ ун ҫинчен пӗлмен-и вара? Темиҫе ҫеккунт ытлашши асапланасси ҫеҫ хутшӑнать, анчах ун вырӑнне эпӗ лайӑх ҫынпа калаҫса кӑмӑла тултарассине ҫухататӑп. Апата хытӑрах ҫи, икӗ ҫыншӑн ҫи, ӑна та ҫиттӗр… — тенӗ вӑл тата хӑш чухне. Кун пек чух парашютпа сикме хушаҫҫӗ. Катя: «Анне», терӗ те носилкӑпа юнашар утрӗ. Анчах та Марья Васильевна куҫне уҫмарӗ, хускалмарӗ те. Сӑнӗ унӑн вилнӗ ҫын тӗслех пулса кайнӑ, эпӗ вара вӑл вилетех пулӗ тесе шухӑшларӑм. Эпӗ носилкӑна карета ҫине лартнине, карчӑк чӗтӗрекен аллисемпе Марья Васильевна урисене чӑрканине, кашнин ҫӑварӗнченех, таҫтан кӗнеке туртса кӑларса алӑ пусма ыйтакан санитарпа куҫлӑх витӗр тарӑхса пӑхакан, кӗнеке ҫине алӑ пусакан Николай Антоныч ҫӑварӗнчен те сывлӑш тухнине хытса кайса картишӗнче пӑхса тӑтӑм. Пар мана! — Марьяна! — терӗ вӑл, — Марьяна, теп! Вӗсене ҫав тӗттӗм те чыссӑр пӳлӗмре курасси пит хурлӑхлӑн туйӑнатчӗ; тутар хӗрӗ стенари ҫурӑк витӗр кулӑшла сӑмахсем калатчӗ, вӗсем ӑна итлеместчӗҫ. Эх, мӗнле ҫынсем эпир, чиновниксем! Турӑшӑн та нимӗнле офицера та мах памастпӑр: шлепке тӑхӑннӑ пӗр хӗрарӑм иртсе пытӑр ҫеҫ, ӑна хул хушшинчен тытса ҫаклатса яратпӑрах. — Халӗ ӗнтӗ, эпӗ сана мӗн каласа кӑтартнине итле, — терӗ вӑл, малалла калама тытӑнса. Сире питлес, терӗм… — тесе хушса хунӑ. — Тинех! — савӑнса кайрӗ хӗрарӑм, ӑна ыталаса, чуп-туса. — Уншӑн мӗн чухлӗ парӑн? — Пӗтет вӑл кунта! Тырӑ пӗрчин нимӗнпе тӑранмалли те ҫук, ҫавӑнпа вӑл пӗтсе ларать. Унӑн аллисене лассопа ҫыхӑнтарса лартнӑ. — Ах, турӑҫӑм! — васкавлӑн кӑшкӑрса ячӗ Николай Артемьевич, — ҫакӑн пек ӑнлантарса панисем, калаҫу-харкашусем мана йӗрӗнтереҫҫӗ тесе, миҫе хут ыйтмарӑм, тархасламарӑм. Миҫе хут каламарӑм пуль сире! Тоня чарӑнса тӑрсах рабочисене ирттерсе ячӗ. Праскухин ирӗксӗрех ҫӗре ҫити хутланса ларса куҫне хӗсрӗ; бомба таҫта, ҫав тери ҫывӑхра, хыт ҫӗре ӳксе шаплатнине ҫеҫ илтсе юлчӗ вӑл. — Шель ҫав. Тӑвар урамсемпе утса вӑл Дарсена патне ҫитрӗ те шлепкине хывса, шыва пӑрахрӗ. Вӑл мана хӑех сире урӑхла пулмалла мар условие лартни ҫинчен каласа пачӗ. — Тур палли тетӗн! — мӑкӑртатрӑм эпӗ шӑл витӗр. Андрее вӑл тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн татӑкӗсенчен хитре енчӗксем тӗрлесе ҫӗлесе пачӗ, унӑн кашни хусканӑвне чунтан парӑннӑ ҫын пек асӑрхаса илме тӑрӑшрӗ, йӑпӑлтатрӗ, кайран ун чӗринче калама ҫук вӑйлӑ кӳлешӳ тата Андрее ҫухатасран хӑрас туйӑм вӑранса кайрӗ. Эпӗ шӑннипе чӗтреме пуҫланине асӑрхасанах вӑл мана тӑхӑнма хушрӗ. Ӳсӗрпе пулнӑ пулсан, ун чух ӑнланмалла пулнӑ пулӗччӗ: каппайса пӑхасси килет, тенӗ пулӑттӑн. Вӗсем сирӗн политикӑллӑ вӑрттӑнлӑх ҫинчен пулсан, эсир, паллах, ним те каламӑр. Вӑл мана пӳрни. Манӑн ку — вунвиҫҫӗмӗш! Ну, асту, Ростовра эп санпа калаҫӑп-ха! — Чим, эп халех, — терӗ Яков Лукич, итлемен пӳрнисемпе курупкаран шӑрпӑк кӑларса. Пӗр ҫӗрте тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӗҫмен ҫын ӗҫке ерет, тепӗр ҫӗрте приказчик хӑйӗн хуҫине ҫаратать; тата тепӗр ҫӗрте темиҫе ҫул хушши ҫынсене лайӑхах турттарса ҫӳренӗ ямшӑк пӗр пусшӑн ҫынна вӗлерет. Пӑхӑнуллӑн антарать хӗр аллисене. — Тухтӑр, тухтӑр… Анчах вӑл пӗтернӗ-пӗтерменех Сен-Жером: «A vous, Nicolas!» тесе хыттӑн пӑшӑлтатса каларӗ те, эпӗ тепӗр пӗлмен ыйтӑва вӗренсе кӗреймесӗрех, Иконин хыҫӗнчен сак хушшипе тухрӑм. Ну — пурӑн! — Тата тепӗр кукка пур, вӑл вара патша ҫумӗнчех служить туса пурӑнать. Флоринда сирӗн чуру тата вӑл сире хӑй тӑванне юратнӑ пекех юратать. — Тухса тӑр та лайӑхрах шухӑшла… ӳкӗнессӳ ан пултӑр вара кайран… — хушрӗ ӑна хӑрах куҫли, юри ӑшӑ кӑмӑллӑ курӑнам пек пулма тӑрӑшса. Капитан юлташ! Атте мана ӳкӗтлеме пуҫлӗ, анчах эпӗ алла сулӑп та калӑп: «Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эпир пӗрле пурӑнма пултараймастпӑр, ярах мана», — вара эпӗ ӑна ыталаса илӗп те тем пирки-ҫке французла калӑп: «Oh mon père, oh mon bienfaiteur, donne moi pour la dernière fois ta bénédiction et que la volonté de Dieu soit faite» Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ, тӗттӗм чӑланта арча ҫинче лараканскер, уласах йӗрсе яратӑп. Пӗрре ҫапла вӑл, сарӑ ҫӳҫлӗ майра ури ҫумне сӗртӗнсе илсессӗн, хӑй пӳрнисене чӗпӗтнӗ пек пуҫтарса тытрӗ те вӗсене чуптуса илчӗ. — Эпӗ сана унӑн историне каласа пама пулнӑччӗ, — пуҫларӗ Аркадий. — Аван, — тенӗ вӑл. — Мӗншӗн апла? Шанчӑка ан ҫухатӑр, Дик мистер. Ҫак паха костюм тӑхӑннӑ, шухӑшлӑн пӑхакан ҫынна хӑй ӗлӗкрех ҫӳҫрен тытса лӑсканине аса илме кулӑшла тата темле аванах мар пулчӗ; ку чӑнахах та ҫавӑн пек пулнине ӗненес те килмерӗ. Кушак ҫури тӑранчӗ те тяпписем ҫине ылмашшӑн пускаласа мӑрлатма тытӑнчӗ. Тыт, пӗлетӗп эп ӑна!.. — тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл хӑй ҫӳҫне тӑпӑлтарма тытӑнчӗ. Хӑнари темиҫе кун пит хавхалануллӑ иртрӗ. — Юрать… анчах вӑрахлӑха мар… — Камӑн именийӗ пулчӗ ку? Тӗрӗссипе кала! — Лексей Петрович, Лексей Петрович, вӑран-ха!.. Кам хутӑр-ха кунта ҫӑкӑр? Арина Власьевна упӑшкипе килӗшрӗ, анчах лӑпланма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ывӑлне сӗтел хӳшшинче кӑна кура пуҫларӗ, унпа калаҫма та пачах хӑрама тытӑнчӗ. Лаша ҫине утланнӑ пекех ача ҫине утлансах ларнӑ, — тепри пулсан тахҫанах тухса таратчӗ ӗнтӗ, е ҫаван пек ӗҫлеттернипе вилсе тӑсӑлса выртатчӗ… Вӑрҫӑсӑр тата ашкӑнса ӗҫнисӗр пуҫне вӑл урӑх нимӗнпе те интересленмен; вӑл урӑх ним ҫинчен те шутламан. — Чим! Итлеме памастӑн, чарӑн! — Мӗн эсир, шуйттансем, сирӗншӗн нимӗнле йӗрке те ҫук тетӗр-им? Жихарев сӑхсӑхса илчӗ те одеялпа пӳркенсе каларӗ: — Ҫӳлти патшалӑха кантӑр эппин! Хуҫисем хӑйсем ӑшӑ пӳрте куҫрӗҫ, юнкера уйӑха виҫӗ монетла сивӗ пӳртне пачӗҫ. Унсӑр пуҫне сире тата Ganot, Traite elementaire de physique experimentale кӗнекене вулама та сӗнме юрать. Вӑл сочиненинче ӳкерчӗкӗсем лайӑх палӑраҫҫӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл учебник… Джемма хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ, вӗсем ҫаплах сӑмах хушмасӑр утрӗҫ. — Ҫапла, пӑтраштарать, теҫҫӗ ҫав. Апат вӗҫне сӗтел хушшинче ларакан генералсен шучӗ саккӑра ҫитрӗ. Романенко, Воропаевӑн хальхи пурнӑҫне пултаруллӑрах сивлес тесе, ун пурнӑҫӗнчи обстоятельствӑсене пӗр хӗрхенмесӗр пӑтраштарать. Анчах Воропаев хутне кӗчӗҫ. Кирек мӗн пулсан та Индипе Австрали, халех-и е пӑртак тӑрсан, кӗрешӗве тухса хӑйсене ирӗклӗ ҫӗршыв пулса тӑрӗҫ тесе шутланӑ май, пӗр-пӗр ырӑ кун килсен, Америкӑн Пӗрлешӳллӗ Штачӗсем пек, ҫакӑ колони те ирӗклӗ ҫӗр-шыв пулса тӑрасса ӗмӗтленнӗ-ши вӑл? Вара эпӗ ҫӗнӗ йӗркесене курмасӑрах вилсе кайӑп-ши?.. Ача та ҫывӑратчӗ-ха, анчах ыйхи лӑпкӑ марччӗ унӑн; вара эпир кӗсменсене ҫӗтӗк татӑкӗпе аврарӑмӑр та, сулла кимӗрен кӑкарса, хуланалла ишрӗмӗр, негр хирӗҫме те шутламарӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, хӑйне питӗ лӑпкӑ тытрӗ. Апла иккен… Хӑлха ункисене нефрит текен симӗс япаларан тунӑ, мӑйӗ ҫине пунаму текен чулсенчен тунӑ мӑйҫыххи ҫакнӑ, туземецсен суя ӗненӗвӗ тӑрӑх, ҫав чулсем вӗсене хӑват парса тӑраҫҫӗ имӗш. — Ҫук, — терӗ Гленарван. — Том, — терӗ вӑл, — мӑнакку пӗрмаях кӗтрӗ сана. Официальнӑй осмотра туса пӗтерсе, батальон манёврсемпе тӗрлӗ майлӑ стройсем тума пултарнине курнӑ хыҫҫӑн, командирсенчен пӗри, илемлӗ, анчах кӳпшек питлӗскер, Корчагинран хыттӑн ыйтать: — Эсир мӗншӗн лашапа? Майданниковсӑр пуҫне, пурте ушкӑнпа крыльца ҫине тухрӗҫ, кил карти тӑрӑх ӑҫта килчӗ унта саланчӗҫ. Чӑтлӑх ҫийӗн колоннӑсен ванчӑкӗсем, циклопла стенасен юлашкисем ҫӗкленнӗ. — Этем йӑхӗ пӗтсе ан лартӑрччӗ! — хӑйне тӳрӗ мар кӑмӑлпа малтанах хирӗҫлессине пӗлнӗ пек, усаллӑн шӳт туса каларӗ вӑл. Халӗ те ҫаплах пулчӗ. Залӑна питӗ хавасланса кӗтӗм. Мисс Грант ҫак калава пӗр сӑмах чӗнмесӗр итлерӗ. Элен калаҫма чарӑнсан тин вӑл ҫапла хушса хучӗ: — Мӗнпур таса ӗҫсен ячӗпе вӑл хутсене мана кӑтартӑр-ха! Хулпуҫҫийӗ ҫинчи тутӑрне тӳрлеткелесе чечексем ҫийӗн урамалла пӑхрӗ. Хӑйне хупӑрласа тӑракан тӗттӗмлӗхе вӑл лайӑх туйса ӑнланать. Ҫав тӗттӗмлӗх вӗҫӗ-хӗррисӗр пулин те, вӑл ӑна хӑйӗнчен аяккарах сирме, хӑйӗнчен уйӑрма тӑрӑшать. Ку — вӗҫӗ», — тет. Ҫывӑхрах тӑрать ҫеҫ мар-ха, тата вӑл ирсӗррӗн кулма та пӑхать. Каторжник Гленарвана улталас тесе крушени пулнӑ тесе суйса кӑтартнӑ, — кун ҫинчен Мак-Набс вӑрттӑн итленӗ чухне унӑн шайкинче тӑракансем питӗ аван каланӑ: «Британи» нихӑҫан та Туфольд бухтинчи рифсем ҫине ҫакланса ҫӗмӗрӗлмен! Ман кил картинче хыт купцасен шӑрши те ан пултӑр! Санӑн хӑвӑн ҫӗр — мӗнпурӗ те пӗр ывӑҫ ҫеҫ пулин те — ҫавах хӑвӑн! Пӗлме ҫук, пулӗ те ҫав, вӑл ҫапла чееленсе хӑтланнӑ пиркиех-и тен, хӑшпӗр ҫӗрте карчӑксем ун ҫинчен калаҫкалама пуҫларӗҫ. Пӗр-пӗр ҫӗрте ытлашширех сыпсан вара, пӑт татсах калаҫҫӗ: Солоха тухатмӑш, теҫҫӗ; пӗр йӗкӗт, Кизяколупенко, Солоха хӳрине курнӑ, имӗш. Хӳри пысӑк мар, тет, йӗке пысӑкӑш кӑна, тет; иртнӗ кӗҫнерникун мар-ха, унчченхи кӗҫнерникун пулнӑ, тет вӑл, хайхи тухатмӑш, хура кушак пулса, ҫул урлӑ чупса каҫнӑ иккен; пӗррехинче тата пуп майри патне сысна чупса кӗнӗ те, автанла авӑтса ярса, Кондрат аттен ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ та каллех тухса тарнӑ пулать. — Кӗрӗ пит шавлӑ… Унӑн куҫӗсенче куҫҫулӗ йӑлтӑртатса тӑрать. — Часах ҫутӑлать ӗнтӗ, — тенӗ ӑна ҫамрӑк мужик. Аппарат каллех хура тӳпе пуш хирӗнче вирхӗнет, вирхӗнет… Унӑн кӑмӑлсӑрлӑхӗ ӗнси ҫинче те палӑрать; вӑл, ларкӑч ҫинче ларса пынӑ май, манпа ҫав тери калаҫу пуҫласа ярасшӑн, анчах та сӑмаха эпӗ малтан пуҫласа ярасса кӗтсе, лашасене темӗн шӑппӑн мӑкӑртатнипе е вӗрентнипе, тепӗр чухне тата тӑрӑхласа каланипе ҫырлахать. Тепӗр икӗ сӑмах. Ирландири тӑмпуҫ! Хӗрачи вунултӑ ҫулта пулнӑ. Унӑн илемлӗ те хӗн-хур курнӑ пӗчӗк пичӗсем хуйхӑллӑ, анчах шӑтарас пек пӑхакан, нумай куҫҫуль тӑкнӑ пысӑк куҫӗсем, унӑн чухӑн та анчах тирпейлӗ тумӗ — ҫаксем пурте ҫынна ҫавӑнтах хӑй ҫинелле ҫавӑрса пӑхтарнӑ. — Ун вырӑнӗнче кам ӗҫлет вара? — Тӳрринех калатӑп, — тет каллех капитан, — тепӗр сӑмахӗ, graus текенни — мана питӗ пӑтраштарать. Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм. Пин те сакӑрҫӗр ҫитмӗл пӗрремӗш ҫулта, тӗрӗсрех каласан, икӗ ҫул каярах, пӗр француз-ҫулҫӳревҫӗ Парижри географи обществи сӗннипе Африкӑна тухса кайнӑ — унӑн ҫак ҫӗр урлӑ хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле каҫмалла пулнӑ. Капитан мана кӑмӑлласа йышӑнчӗ те, эпӗ ӑҫтан килни, ӑҫталла ҫул тытни ҫинчен каласа пӗлтерме ыйтрӗ. Хам мӗн курни-тӳсни ҫинчен кӗскен каласа парсан, вӑл ман ҫинчен: ку тем урмӑш калаҫать, инкексем чӑтса ирттернӗ пирки ӑс-тӑнӗ пӑсӑлнӑ, тесе шухӑшларӗ. Вара эпӗ кӗсъерен ӗнесемпе сурӑхсене кӑларса кӑтартрӑм. Вӗсене курсан, вӑл ытла та хытӑ тӗлӗнсе кайрӗ те, эпӗ тӗрӗс каланине ӗненчӗ. Никифорыч мундирне тӳмелесе ура ҫине тӑчӗ. Эсир ҫавна тума сӑмах паратӑр-и мана? — Ку тӗрӗс шухӑш. — Ҫук, мӗншӗн кӑмӑлсӑрланнӑ, — шӑппӑн хирӗҫлерӗ вӑл. — Ҫапла, питех те! — ҫирӗплетрӗ Оленин, лӑпкӑ чунлӑ пек курӑнма тӑрӑшса. Джемма умӗнче те хӑйӗн шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн те, ҫав тери ӗненмелле каласа парас ҫук вӑл. «Чуну ҫулти патшалӑхра пултӑрах, ырӑ кӑмӑллӑ чипер панночка, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Леш тӗнчене сана светуй ангелсем хушшинче кулкаласа ҫеҫ ҫӳремелле пултӑр! Халь вӑл карап ҫинче хӑйне кура хуҫаланма, мӗн тӑвас килнине пурне те тума пултарнӑ. — Пулнӑ та халӗ ҫук, Макарушка! — Эсӗ шутларӑн вӗт, мучи, мӗн ыйтатӑн, — тавӑрчӗ Лукашка, тепӗр еннерех пӑрӑнса. Малтанлӑха Цветаев хирӗҫ ҫаптаркаласа пычӗ, анчах ответлӑ секретарь — туберкулез ҫунтарнипе сӑнӗ сарӑхса кайнӑ, чылай ҫула ҫитнӗ Лопахин лайӑхах ҫапса хӗстернӗ хыҫҫӑн, вӑл парӑнчӗ те хӑйӗн йӑнӑшӗсене ҫурмалла тенӗ пек йышӑнчӗ. Самаркандра ҫав обсерваторин ишӗлчӗкӗсем халь те сыхланса юлнӑ. — Пар ӑна мана! Пар кунта!.. — терӗ лешӗ. — Сирӗн пата килесси ҫинчен эпӗ ӑна каламарӑм. Профессор! Выляса яраканнине, куҫӗсене тутӑрпа ҫыхса, курӑк ҫине ӳпне вырттараҫҫӗ те, «ҫурта» тесе, аллине вӑрӑм туя тыттараҫҫӗ. Палламан ҫын П-не пӳлӗм варрине лартнӑ та, нумайччен темӗн салткаланӑ тата ҫыхкаланӑ, унтан хур ҫине пӑхса каланӑ: — Иван Иваныч, килӗр кунта! Ирӗксӗрех ҫав апат ҫинелле пӑхрӗ Вакула, пӑхрӗ те ҫавӑнтах шухӑшласа илчӗ. Ху улталанӑ ҫынна куҫран тӳррӗн пӑх. — Мӗншӗн? Челкаш Гаврилӑна темиҫе хут укҫа тӑсса пачӗ. — Тӗрӗс каларӗ! Апла пулин те минутсем пулаҫҫӗ хӑш чухне, ун пек минутсенче хӑрушлӑха манса, каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр малалла кайма тивет. — Э, ун пирки мӗн калаҫасси пур! — Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп, — терӗ Аркадий, унпа килӗшсе. Унтан вара пӗтӗмпех Макара каласа пама шутларӑм. Тепӗр ҫур сехетрен лакӑмра шыв юлмарӗ, мӗн пурри те пӗр чашӑк пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ. — Малтан, чӑн та, повар пулсаччӗ, каярахпа вара кофешнине те лекрӗм. Анчах кунта та уҫҫӑнрах каламалла. — Ҫук, чӗрепех. Вӑл Алвиш факторине, хӑйӗн унти ҫуртне тата шӑвӑҫ ешчӗкри хаклӑ коллекцине аса илсе кулянчӗ. Кашниех мухтанать, хӑйӗнне сӗнет, Пугачевпа ирӗклӗнех тавлашса калаҫма пултарать. Вӑл халичченхинчен те ытларах шуралса кайрӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, пуринчен ытларах ӑна Павел Петрович питҫӑмарти тӑрӑх пӗр йывӑр куҫҫуль тумламӗ юхса анни тӗлӗнтерчӗ. Алӑка питӗр, тухтӑрӑн алли-урине ҫыхса ларт, куҫне тутӑрпа хупла, унтан пӗр сӑмах та каламастӑп тесе тупа тутар, кайран унӑн аллине ылтӑн тултарнӑ енчӗк тыттар, вара ӑна тӳрӗрен мар, тӗттӗмре, ҫурт хыҫӗсемпе уттар; кунта ӑна кимӗпе илсе кил, анчах каллех тӳрӗрен мар, вак утравсем хушшинче ытларах аташтарса ҫӳре: ӑна ухтарма манса ан кай, пурӑ катӑкне кӑларса ил, кайран, хулана каялла леҫсен, кӑларса пар, унсӑрӑн вӑл ҫав пурӑпа сирӗн сулла тупмалли хӗрессем лартса тухать. — Ҫӑнӑх хывӑхне вӗрилетсе пар хӑть! Хӑйне ирӗксӗрех самолетпа танлаштарса, Мересьев хӑйӗн тӗрӗс ӗҫлекен шӑмшакӗ питех те пӑсӑлнине, вӑл пӗтӗмӗшпе илсен ҫирӗп пулсан та, унӑн ҫаврӑнӑҫулӑхӗ нихҫан та ӗлӗкхи пек пулса ҫитес ҫуккине ӑнланчӗ. Пӗр сехет ӗҫлесен, манӑн шалтӑркка чулсем пӗтӗмпех вырнаҫса ҫитрӗҫ. Ун сасси лӑпланнӑҫемӗн лӑпланса пычӗ, аллисем сӑхмана ҫурса кӑларчӗҫ те, Марыся хӑй тӗпсӗр авӑралла анса кайнине туйрӗ. — Ак епле маттурскер! — Ан кансӗрле, Мэри, господин Паганеле, — терӗ Роберт, — пире атте хӑш тӗлтине каласа парать вӑл! Ӑнланман, ухмах ҫынсем вӗсем — шуйттана кайччӑр. Ҫавӑнпа та вӗсен кӗрекинче этем пуҫмиммийӗ чи хисеплӗ апат вырӑнӗнче шутланать. Тислӗк хапхи патӗнчен стена ҫумӗнче ҫӗрле хула тавра ҫаврӑннӑ ик хуралҫӑ ир сулхӑнӗнче тӗлӗрсе ларать. Анчах ватӑ сунарҫӑ ку хутӗнче йӑнӑшнӑ. Ҫав хут татӑкӗ Стефчова мӗншӗн кирлӗ иккенне малтанласа пӗлеймерӗ те вӑл, Рада сӑн-сӑпатне асӑрханӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫав хут татӑкӗ ниепле те Стефчов аллинче пулмалла маррине сиссе илчӗ. — Ку — нимех те мар. — Эпӗ, ҫӗр ӗҫлекен вӑтам хресчен, ҫапла калатӑп, граждансем: колхоз вӑл, чӑнах та ӗнтӗ, калаҫмалли те ҫук, лайӑх япала, анчах ку ӗҫре питӗ хытӑ шухӑшласа пӑхас пулать! Кунта — лӑпӑр-лапӑр пиҫнӗ, хуҫнӑ — лар та ҫи, тенӗ пек тума юрамасть. — Вӑл чее — ответлерӗ пӗри. Вӗсем ӑна хӑнӑхса ҫитнӗ, тата вӑл та вӗсене чӑнласах юратнӑн туйӑнать; ҫулталӑка ҫичҫӗр тенкӗ нимех те мар, et puse au iond c`est un bon diable. Вӑл хӑй мӗн каланине ытла хакламарӗ пулас; вӑл паллӑ мистификатор пулнипе, ҫынсене маскарадсенче улталама пултарнипе паллӑччӗ, ҫапла тума ӑна вӑл витӗрех суеҫӗ пулни пулӑшатчӗ… Йӗри-тавра ҫырма, вӗсенче ҫӗленсем пит нумай пурӑнаҫҫӗ. Анчах пӗр-пӗринпе вӗсем ӗлӗкхинчен чылай сайрарах хирӗҫ пулаҫҫӗ, тата пӗр-пӗринпе вӗсем темле ирӗксӗр калаҫни сисӗнет. — Вӑхӑт! — терӗ мана доктор, шӑппӑн ҫанӑран туртса. Унӑн водоизмещенийӗ икҫӗр вунӑ тонна пулать, тепӗр майлӑ каласан, Ҫӗнӗ Тӗнчене ишсе ҫитнӗ пирвайхи карапсенчен, Колумб, Веспуччи, Магеллан ҫӳренӗ карапсенчен нумай пысӑк пулнӑ. Ҫӗр Хӗвел тавра пӗрре ҫаврӑннӑ хушӑра ҫулталӑк йӗппи те циферблат тӑрӑх пӗрре ҫаврӑнса илӗччӗ, талӑк йӗппи Ҫӗр хӑй тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑнса илнӗ вӑхӑтра пӗр ҫаврӑм тӑвӗччӗ. Вӑл ӑслӑ хӗр, хӑйпе ытлашши туслӑн калаҫма хӑтланнисене те юратмасть. Хӳшӗпе ҫыран хушшинчи пӗр акр пек участок тавра та ҫавӑн пекех карта тытнӑ. — Тимӗрҫӗ ҫакӑнса вилни ҫинчен кайса каласа парас пулӗ!» Эпӗ унӑн чӗрҫи ҫинчех ҫывӑрса каяттӑм, вӑл мана Шотландин авалхи юррисемпе ҫывратса яратчӗ… Мӗскер ку? Доктор манӑн секундант пулма килӗшрӗ: эпӗ ӑна перӗшӳ условийӗсем пирки темиҫе сӗнӳ патӑм; унӑн ҫине тӑрсах ӗҫе мӗн май пур таран вӑрттӑнрах ирттерсе ямалла тӑвас пулать, мӗншӗн тесен эпӗ хама кирек хӑҫан та вилӗм умне илсе тухма пултаратӑп, анчах ку тӗнчере хамӑн пуласлӑха кашт та пӑсас килмест. — Мана «пике» кирлӗ мар, — тесе ответлеме васканӑ Исидора. Ют лаша ҫине сиксе хӑпарса ларсан, эпӗ чӗлпӗре алла илмерӗм. — Ӑҫта васкамалла, килес ҫул та ӗлкӗрӗн, Матильда Энжелина Араминта Фелпс! Ҫапла вара «Пилигрим», малтанхи хӑвӑртлӑхпа пырса, унчченхи курсран 45° пӑрӑнчӗ. — Артур, санӑн куҫусем аннӳ куҫӗсем пекех! — «Вӑт ухмаха тупнӑ! — Хулленрех! — терӗ Ольга. Елена малтанхи минутсенчех ҫав тери хӑраса ӳкнӗччӗ; унтан ӑна Инсаровӑн пит-куҫӗнче темӗн пурри тӗлӗнтерчӗ; кайран вӑл шухӑша путрӗ… Маякинӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем ҫӳлелле хӑпарса кайнӑ, пӗчӗк куҫӗсем, тӗксӗм енчӗкӗсенчен пӑхса, сиввӗн, виртлешӳллӗн кулнӑ. Рыбин пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, амӑшӗн питӗнчен тинкерсе пӑхрӗ, унтан, ассӑн сывласа илсе, хуллен калаҫма пуҫларӗ: — Тен, ывӑлӗ хыҫҫӑн унӑн ҫулӗпе кайнӑ пӗрремӗш ҫын пулӗ вӑл, — пӗрремӗш ҫын! Вӑл мӗнле пит аван ятлаҫнине лайӑхрах итлесе пӑхасчӗ сирӗн. Юлташӗн пултарулӑхӗнчи шухӑшсене тытаймасан та, Фома вӗсен чӑрсӑр хӑюллӑхне, мӑшкӑллӑ куллине, вӗри ҫилӗлӗхне лайӑх туйнӑ, ҫак япала уншӑн, вӗри мунчара милӗкпе ҫапӑннӑ пекех, кӑмӑллӑ пулнӑ… Ӑна юланутпа та ҫитеес ҫук». Артамонов, урипе тапса, чарӑнса тӑчӗ. — Тухса карӗҫ-им? — тесе ыйтать Ситанов хӑйне-хӑй, хурлӑхлӑ кӑвак куҫӗсемпе мастерскоя йӗри-тавра пӑхса илсе. — Хирӗҫ перкелесе хӑтланчӗ-и вӑл? Пит те тӗрӗс. Говэн малтан курса тӑнӑ пекех, тӗплӗн калать. Вара Лось унӑн пуҫне ал тупанӗсемпе тытрӗ, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ. Тӑнла-халӗ. Гретхена ыталаса илтӗм те уйӑрӑлса карета ҫине лартӑм. Анна Михайловна, ют лашаран тата пӗлмен ҫултан шикленсе, малтанах ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхатчӗ. Эс, мучи, пирӗн генералсене итлесчӗ — кусем хамӑрӑн, чӑн-чӑн сасӑсем. — Тархасшӑн лӑпланӑр, — терӗ вӑл, аллине ман алӑмран ерипен туртса илсе. — Дик мана тата… Кӳсеке палуба ҫине пӑрахса, вӑл ҫаврӑнчӗ те хӑйӗн каютине кӗрсе кайрӗ. Манӑн виҫӗ ывӑл ача пур, вӗсем пыра-киле ӗҫлекен пулаҫҫӗ, ҫавсене сыхлас пулать. «Паллах, кӑна вӑл тарӑхнипе аскӑнса илнӗ, атте вилсенех ӑна качча илес пулать», — шухӑшларӗ вӑл кӑмӑлне ҫемҫетсе, ҫавӑнтах йӑпатакан Серафим сӑмахӗсене аса илчӗ: «Кашни хӗр — шыва путса вилекен ҫын пек, улӑм пӗрчинчен тытса ҫӑлӑнасшӑн. — Пӗччен-и эсӗ? Хӑҫан-ха апла? Ҫурҫӗр иртни ик сехет тӗлӗнче эпӗ чӳречене уҫрӑм та, икӗ тутӑра пӗр-пӗринчен ҫыхса, ҫӳлти балконран аялти балкон ҫине колонна тӑрӑх антӑм. 6. Ту-Этем пире хирӗҫ тӑшманлӑ Блефуску утравӗпе вӑрҫас вӑрҫӑра пирӗн союзник пулма, хальхи вӑхӑтра пире тапӑнма хатӗрленекен тӑшман флотне мӗнпур вӑйпа ҫӗмӗрсе тӑкма сӑмах парать. Эпӗ ал сулсанах вӗсенчен чи илемли, пит-куҫӗпе те, йӑхӗпе те чи чиперри манӑн упӑшка пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Эпӗ утӑ ҫулнӑ ҫӗрте намӑс курмалла ан пултӑр тесе ҫапла тӗплӗ тӗрӗслетӗп. Вӑл енне кайсан, апат ҫиессине те акӑлчанла, фраксем тӑхӑннипех, шурӑ галстуксем ҫакнипех ҫимелле, тесе шухӑшланӑ Базаров. Эсӗ мӗнле — ҫав-ҫавах ӗҫетӗн-и? Ҫӑра та аран илтӗнекен басӑн хулӑн сасси чӗтренсе кайсан пачах урӑхла — вӑл ҫывӑхарах пӗшкӗнет; ҫак йывӑр сасӑ, ун шучӗпе, ҫӗр ҫумӗпе аялтан кӗрлесе кайса, урайӗнче сапаланса, инҫетри кӗтессенче ҫухалма тивӗҫ. Унӑн аллинче хӑйӗн туйи тата ҫыру пулнӑ. Вӗсем аттисемпе хыттӑн те йӗркесӗр шаккаса хӑвӑрттӑн ҫывхарчӗҫ. Анчах Архангельск эпӗ тухса кайнӑ чух хӑй пекех юлнӑ пулин те епле улшӑннӑ иккен! Эхер вӑл лайӑх алӑра ӳсес пулсан, ҫав илемлӗ сӑн-питпе, ырӑ чӗрепе тата ҫамрӑклӑхпа пур енчен те хӳхӗм хӗр пулма пултарать; анчах халь пурӑнакан ҫынсем хушшинче, хӑй каласа панисем тӑрӑх шутласан, вӑл йӑлтах пӗтет. Ҫук, юрамасть… Эпӗ ӑна кӗртместӗп! Вӗсен умӗнче халь ҫынсӑр вырӑн ҫех мар, чӑн-чӑн пушхир, Ливингстон хӑйӗн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ вӑхӑтӗнче тӗпченӗ Калахари пушхирӗ пек пушхир. Ҫамрӑк хӗрарӑм, пиччӗшӗ ҫапла тӗлӗнсе тимлӗн пӑхнипе, тем сӑтӑр тунӑ вӗренекенӗ сасартӑк учитель куҫӗ тӗлне лекнӗ чухнехи евӗр, вӑтанса кайрӗ. Ячейкӑра хӗрӗх икӗ ҫын, анчах кунта пӗтӗм троцкистсем пухӑнса пынӑ. Авӑ — ман Любовь мӗнле ҫитӗнет… Хӑраса ӳкнӗ вӑкӑрсем тискеррӗн мӗкӗрсе ячӗҫ, козаксен таборӗсем еннелле ҫаврӑнса лавсене ҫӗмӗрсе пӗтӗрчӗҫ, ҫынсене нумайӑшне таптаса тӑкрӗҫ. Тӳрех пакета уҫма хӑяймарӗ. Арина пуҫне усрӗ. Эй, эсӗ, пӑрала пит, итле, — янахӗпе пӗр салтак енне сулчӗ вӑл, — Коваль тесе чӗнеҫҫӗ-и сана? Вӑл чӑн та ҫапла. — Анчах та ку — арӑш-пирӗшлӗх, — сывлӑшсӑр уҫлӑхра аллӑ миллион километр вӗҫесси… — Хӑҫан? Хайхи каллех пушӑсемпе шартлаттарма пуҫланӑ сасӑсем хыҫҫӑн сакӑрвунӑ мул урасемпе тӑпӑртатни илтӗнме пуҫларӗ, урапа кустӑрмисем чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ. — Ҫул укҫи илмен-им вара эсир? — ыйтрӗ Козельцов. — Ҫук ӗнтӗ, эсир аслӑ офицер: пур ҫӗрте те йӗрке пулма тивӗҫ. Эп, тӑванӑм, хам та ҫав ӑслӑлӑхах вӗренсе ӳснӗ, — Ефим ҫулӗсенче мана та сахал мар патак ҫитернӗ… — Эх, савнӑ ҫыннӑм!.. Вилӗм вӑл хӑй те васкаса чупса килмест, унран хӑйӗнчен те тарса хӑтӑлаймӑн; ӑна пулӑшма та кирлӗ мар… Цветаевӑн юлашки сӑмахӗсем хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн асаплӑ ӗҫне пӑрахса, пуху еннелле ҫаврӑнчӗ. — Пире ун чухне нуша кӗве пек ҫинӗ. Анчах та амӑшӗ вӑл унпа пуринчен те ҫывӑхраххине пӗлет те, ӑна асӑрхануллӑ, хӑйне хӑй ӗненмен пек туйӑнакан юратупа юратать. Аркадий Катя патнелле ҫавӑрӑнчӗ. Савӑтран сахӑр катӑкӗсем йӑкӑрта-йӑкӑрта каҫхи апатне ҫинӗ хушӑра Полли мӑнаккӑшӗ ӑна тӗрлӗрен, питех те чее ыйтусем пачӗ, хӑй лартакан «серепесене» Том пырса лекӗ те каламалла маррине те астумасӑр персе ярӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл. Анчах та Нина Капитоновна темшӗн пыман, унӑн билечӗ вара мана лекрӗ. Чӗррӗн ҫитӗҫ-ши вӗсем Вӑтаҫӗр Африкӑн ҫак лайӑх мар, хӑрушӑ вырӑнӗсем урлӑ? Ача ҫӗрре ярса илчӗ те садалла вӗҫтерчӗ кӑна. Ик-виҫӗ минутран вӑл асӑннӑ йывӑҫ патне ҫитсе те тӑчӗ. Рада ӑна куҫҫуль витӗр кулкаласа кӗтсе илчӗ. Старикӗ вара тивӗҫлӗ ҫамрӑк ҫын ҫине куҫ айӗпе пӑхса илнӗ те, ҫивӗччӗн кӑна шӑл йӗрсе, ҫапла персе янӑ: — Эх, чупать те пурнӑҫ! Апат-ҫимӗҫ пирӗн ҫителӗклӗччӗ, карап тӗреклӗччӗ, экипаж ҫыннисен пурин те сывлӑхӗ аванччӗ. Ӗҫмелли шыв ҫитменни ҫеҫ пире шиклентере пуҫларӗ. Ӗненме пултараймастӑп эпӗ, манӑн каяс пулать. Ӑна Ҫӗр ҫинчен пӑхас пулсан, вӑл Уйӑх ҫурли евӗрлӗ, анчах вӑл унран темиҫе хут пысӑк. Сӑмах хушмасӑр тӑрасран тенӗ пек ҫеҫ ҫапла ыйтрӗ: — Гейка ырӑ кӑмӑллӑскер-и вара? Анчах кунта ыйту — кам камран ытларах хӑрарӗ-ши? Эпӗ унран-и е вӑл манран-и? Мӗн паратӑр, ҫавӑ лайӑх». Ҫавӑн пек ӗҫ пуҫланать те ӗнтӗ. Тӑла вырӑнне урана чӗркемеллӗх ҫӗтӗк-ҫатӑксем кӑна тӑрса юлчӗҫ-ҫке кӗрӗкрен! Тул ҫутӑлнӑ чухне Эль-Койот шӑннипе вӑранса кайнӑ. Скайльсӑн янах шӑммисем хускалса чалӑшрӗҫ. — Ытла инҫех мар. Пӳлӗм йӗри-тавра хурӑн хуппи карса тунӑ вӑрӑм тенкелсем; тӗпелти кӗтесри турӑшсем айӗнче пысӑк сӗтел; сарлака кӑмака, кӑмака хыҫӗ, юри тунӑ путӑксемпе кӑмака янахӗсем — ҫаксем пурте пирӗн икӗ йӗкӗт такҫанах курнӑ япаласем пулнӑ. Аякран пӑхсан, туслӑ пурӑнни лешсене те, кусене те тарӑхтарнӑн е кӳрентернӗн туйӑнать; икӗ тӗрлӗ лагерьте пулни вӗсемшӗн лайӑхрах та пулӗччӗ-и тен. Говэн ҫӗнтерчӗ, анчах Лантенак ирӗке тухрӗ. Юргин малалла вуларӗ: — «…Малалла тата ҫапла туни кирлӗ: пирӗн хушӑра нӑйкӑшакансемпе хӑравҫӑсем валли, дезертирсем валли вырӑн пулмалла мар…» Ку вӑхӑталла тӗттӗмлене пуҫларӗ. Эпӗ кимме анаталла, хӑва тураттисем шыв ҫинех усӑнса аннӑ тӗле ҫитиччен, илсе антӑм та уйӑх тухасса кӗтме тытӑнтӑм. Устин каланӑ тӑрӑх, малтан унӑн ӗҫӗ ҫавӑнпа каялла тапнӑ иккен. Тӗлӗнмелле, хӑрушӑ юланута Кольхаун тата тепӗр хут хӑваласа ҫитме пултарнӑ, кӑвак мустангӑн пуҫӗ турӑ лашан тӑсӑлса пыракан хӳри ҫумнех сӗртӗннӗ пек пулнӑ. Савӑнса кайнӑ, — вӑрман тӑрӑх, вӗрентнӗ йытӑсем пек, кайри ура вӗҫҫӗн утса ҫӳренӗ, талӑкран вара пурте вилсе пӗтнӗ. Ку кӑна та ҫитмест, вӑл тата ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнисене итлесе тӑрать, кайран лешне элеклесе парать. Вӑл ҫак пӗчӗк хулара юлнишӗн питӗ кулянать, малашне кунта пурӑнни усӑсӑр тесе, фронт урлӑ каҫса хӗрлисем патне кайма татӑклӑн шухӑшласа хурать. Тӳррипе каласан, вӑл самантра эпӗ ку тӗлӗшпе философилле шухӑшлама та пултарайман. Эпӗ пуринчен ытларах утрав хӑш еннелле каяссипе интереслентӗм, мӗншӗн тесен мана утрав сывлӑшра чарӑнса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Унтан вара… тӑхта, пӗшкӗн ман пата, чунӑм, хӑлхунтан калатӑп эпӗ сана, ку вӑл намӑсла… унтан — ачапа аппаланасшӑн мар эпӗ. Пурте пӗр пек вӗсем, йӗкӗрешсем пек. Ку — вӑрҫӑ мар… — Ҫавӑн пек пулса тухрӗ, Опанас Иванович, тайӑлса кайрӑм… Хумма лучӑрканса пӗтнӗ улӑм ҫине манпа юнашар выртрӗ. Ой, шлепки мӗнле! Ҫак аслӑ этем, 1519-мӗш ҫулта пилӗк карапран организациленӗ экспедицин пуҫне тӑрса, тинӗс ҫине тухнӑ, вӑл Патагони ҫыранӗсемпе пырса Желанный, святой Юлианӑн порчӗсене уҫнӑ, аллӑ пиллӗкмӗш градуслӑ широта ҫинче Вунпӗр пин хӗрачасен проливне кӗрсе кайнӑ, халӗ эпир ӑна Магеллан проливӗ тетпӗр, юлашкинчен, 1520-мӗш ҫулхи ноябрӗн 28-мӗш кунӗнче вӑл Лӑпкӑ океанӑн шывӗсенче пулнӑ. Вӗсем нумайччен пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ. Ҫапасса вӑл ултавлӑн ҫапать, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Воропаев, кӑмӑллӑн кулса, тӑнӑ май, ҫӑварне юха-юха анакан куҫҫуль тумламӗсене ҫуллакаласа илет, итлет. Таҫта юнашарах, каҫ тӗттӗмӗнче, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаракан фонарьсен ҫутинче, кӑвайтсен тӗтӗмӗнче, ҫак ывӑнса ҫитнӗ лагерӗн тӗркӗшӗвӗнче ҫав тери пысӑк та кӑмӑллӑ ӗҫ пулса иртет. Часах вӑл харлаттарса ҫывӑрма пикенчӗ, ун хыҫҫӑн пӗтӗм килӗпех харлаттарма пуҫларӗҫ. Ҫын ҫырманни тӳрех сисӗнет. Клавдия Михайловна ӑна ыттисенчен питех те уйӑрмарӗ, анчах хӑш чухне Стручков ҫапӑҫусенче пулнӑ «мыскарасем» ҫинчен каланисене итлесе, унӑн койки ҫине пырса ларкаларӗ. Пӗр каҫхине, хӑй дежурить тунӑ сехетре, Клавдия Михайловна хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ӗҫсӗрех, ахаль калаҫса ларма кӗчӗ. Ҫавӑн пек пырса ларнӑшӑн палатӑра выртакан аманнӑ ҫынсем ӑна уйрӑмӑнах юратнӑ. Майор темле калав пуҫласа ячӗ; Клавдия Михайловна унан койки ҫумне ларчӗ. Майор ӑна мӗн каланине никам та илтмерӗ. Анчах сестра сасартӑк сиксе тӑчӗ. Пурте ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Унӑн шуралса кайнӑ пичӗ ҫинчи хура куҫхаршийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, ним тума пӗлмен Стручков ҫине вӑл чалӑшшӑн, хӑранӑ пек пӑхса тӑрать. — Ку вӑл пысӑк ӗҫ пулнӑ, эпир пур, ун ҫинчен нимӗнех те пӗлеймен. Уншӑн сиен пулас ҫук. — Вӗсем тӑвӑл хыпарҫисем, анчах хӑйсем вӗсем хӑрушӑ мар. Ҫӗнтерӳ Ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре вӗҫсе тухнӑччӗ эпир; ирпе, пиллӗкмӗшне ҫур сехет кайнӑ ҫӗре, рейдер путартӑмӑр. Ҫӗр курайманлӑхпа наркӑмӑшланнӑ, юнпа пӗвеннӗ. Ӑс-хакӑл — тискер ҫак вырӑнӑн пӗртен пӗр сӑнчӑрӗ — сулланса кисренес саманта та кӗҫех кӗтсе илетпӗр ак… Хӑвӑрӑн кӗнекӗрте эсир, Арчибальд Скайльс, ҫаплах ҫырса хурӑр: эпӗ гени строитель те мар, конвинстадор та мар, ӗмӗтлевҫӗ те, хӑюллӑ этем те мар; эпӗ — хӑравҫӑ, таркӑн. Эх, халӑх! Ҫапах та тӗрӗсрех калӑр-ха пире, ӑҫта эпир? — Сире саламлатӑп, Паганель… Пурте Паганельшӗн алӑ супса ячӗҫ. «Тата Севастьяна алтса кӑларчӗҫ, вӑл вилнӗ шӑн аш пекех хытса кайнӑччӗ», — тенӗ. Тухатнӑн — амфитеатр чӗмсӗррӗн итлет. Куҫлӑхне вӑл хӑех тунӑ пӑхӑр пралукпа ҫыхса ҫирӗплетнӗччӗ те, унӑн ҫав пралукран икӗ куҫ хушшинче тата хӑлха хыҫӗсенче симӗс йӗрсем юлнӑччӗ. Вӑл Лозневой Андрейпа пӗрле килсе кӗнӗ куна аса илчӗ. Юлашки ҫулсенче колхозра ӗҫсем лайӑхланчӗҫ: тӗреклӗ те аслӑ хуралтӑсем туса лартрӗҫ, тӗрлӗрен машина туянчӗҫ, выльӑх-чӗрлӗх те самай ӗрчетрӗҫ, пысӑк сад тата пахча турӗҫ, пысӑк тухӑҫлӑ тырпул туса илме вӗренчӗҫ, пуринчен ытла тата — ӗҫленӗ ҫӗрте харпӑр хӑй ӑсталӑхӗпе усӑ курса, пӗр-пӗрне кансӗрлемесӗр, пӗрле ӗҫлеме вӗренсе ҫитрӗҫ. Марко ытлашши темӗнех пулман тесе лӑпкӑн каласа пачӗ; хӑравҫӑ тарҫӑн темӗне пула сехри хӑпнӑ имӗш. — Эпир кӳренетпӗр. Вӑрман ҫынсӑр тесе шанма юрамасть. Эс-им-ха ку, — тесе Фомана йышӑнса илнӗ. Шурочка хӑйӗн ҫепӗҫ, чип-чипер питне йӗрӗнӗҫлӗн пӗркелентерчӗ те:— Эсир ӗнтӗ ҫак ирсӗр япаласӑр ирттерме пултараймастӑр, паллах? — ыйтрӗ тирпейсӗррӗн; кунашкал вӑл час-часах ыйткаланӑ. Тытӑҫусем пач та француз офицерӗсене мар, — мӗншӗн тесен чыслӑх-хисеплӗх ӑнланӑвӗ, ҫитменнине тата ӳстерсе ӑнланасси, кашни француз юнӗнчех, — нимӗҫсенне те мар, — мӗншӗн тесен мӗнпур нимӗҫ ҫуралнӑранпах ӗренкӗлле те йӗркеллӗ, — шӑп та шай пире, пире, пире кирлӗ! Инсаров малтан перчетке тӳмисене вӗҫертрӗ, унтан пӗрне туртса хывма пуҫларӗ, ҫурри таран хывсан, перчетке айӗнчи шурӑ, ҫӳхе те ҫемҫе алла хытӑ чуптума пуҫларӗ. Сасартӑк ҫавӑнтах пӗр шухӑш юлми ҫухалать, таҫта ҫӗр ҫӑтса янӑ пекех.. — Сирӗн мужиксене ҫыхмалла пулмасть, — ӗненӗр мана!.. — Тем пит час йӑшса кайрӑн эс. Усӑсӑр ирттернӗ кашни минутах вӗсене пӗтерме пултарать. Ҫав вӑхӑтрах сирӗн каюта айӗнче питӗ лайӑх пӳлӗм пур — мӗншӗн-ха вӗсене унта хурас мар? Ку пӗрремӗш. — Ял хыҫне, хӑй арӑмӗпе юнашар. Эпӗ нардак титулӗпе ҫӳреме чыслӑ пултӑм, — вӑл титул казначейство канцлерӗн Флимнапӑн хӑйӗн те ҫук-ха. — Ҫӗрле валли лашасене апат пама вӑхӑт ҫитсенех тем шуйттанӗ пуҫтарса килет ҫавсене. Шоссерен кӑшт ҫӳлерех, вӑрманта, тӗтӗм явӑнса хӑпарать — леспромхозра кӑмака хутаҫҫӗ пулас. Вӑл йӑлтах пӗлет, пурин ҫинчен те ӗнентермелле тата яланах тискерле калать. Пӑхса илчӗ те сасартӑках ӑнланчӗ: ку вырӑнтан тек чакма, хӗвелтухӑҫнелле кайма пултараймасть вӑл. Ниепле те пултараймасть! — Эпӗ те ҫапла шутлатӑп, — терӗ майор. Ку вара хамӑра Серафима Петровна хӗлле ярса панӑ халапӗнчи пек «колбаси татӑкӗсемпе пӗҫернӗ шӳрпе» ӗнтӗ. Ку хурт-кӑпшанкӑ хушшинчи акулӑсем. Сирафуна акула тытӑҫса ӳксен, эпӗ акулӑшӑн алӑ ҫапса тавлашман пулӑттӑм! Банник алӑк патнелле утса кайрӗ, анчах ҫилли ҫав териех тӑвӑлланса ҫитнипе тӳссе тӑраймарӗ, алӑк хӑлӑпӗнчен ярса тытнӑскер, ҫапла персе ячӗ: — Халех таврӑнатӑп та вӑл тырра сыснасене тӑкса паратӑп! — Ан кала, кирлӗ мар! — терӗ вӑл. — Тархасшӑн, илӗр вӗсене, — тетӗп эпӗ, — урӑх нимӗн те ан ыйтӑр — вара манӑн суймалла пулмасть. Э-эх, марсиянсем тата… Гусева вӗсем операцие ӑнӑҫлӑ тунипе саламлаҫҫӗ. Ку Аркадие каллех тӗлӗнтерчӗ. Базаров хӑйӗн ӗмӗтне пурӑнӑҫа кӗртни-кӗртменнине вӑл ниепле те пӗлме пултараймарӗ. Анна Сергеевна сӑн-пичӗ тӑрӑх вӑл мӗн шухӑшланине пӗлме йывӑр: унӑн сӑн-пичӗ ялан пӗр пек, тараватлӑн та черченкӗн курӑнать; унӑн чипер куҫӗсем тимлӗн, ӑшри пӑлханусӑр тинкерсе итлетӗн ҫутӑлаҫҫӗ. Эпир ҫитсе тӑнӑ малтанхи йывӑҫ, компас тӑрӑх тӗрӗслесен, пиратсене кирли пулмарӗ. Хӗрӗн сӑмси ытла та пысӑк, сӑмсипе вӑл темле тискеррӗн нӑшлаттара-нӑшлаттара туртса илет. — Вуниккӗре, — терӗ амӑшӗ. Иван Иванович сире хӑйӗн табакне шӑршлаттарас тесен, малтан табакерки хуппине чӗлхипе ҫуласа илет, унтан ӑна пӳрнипе шаклаттарать те, ытах вӑл сире паллать пулсан, хӑвӑр еннелле тӑсса: «ырӑ ҫыннӑмҫӑм, сире ҫакна сӗнме хӑяйӑп-ши», тет, палламасть пулсан вара… «сирӗн чинӑрпа ятлӑхӑра пӗлме хисепӗм ҫук пулин те, ҫакна сӗнме пултарӑп-ши?» тесе ыйтать. Иван Никифорович хӑйӗн табак хумалли мӑйракине тӳрех сире тыттарать те: «кӑмӑл тӑвӑр», тесе ҫеҫ хурать. Том пырса кӗнипе вӑл вӑранса кайрӗ. Щукарь мучи хӑйӗн ҫулталӑкри пӑрушне пуринчен малтан пусаканнисемпе пӗр вӑхӑтрах тытса йӑвантарчӗ. Эпир тӳпенелле пӑхатпӑр. Акӑ пирӗн тӑван, паллӑ Хӗвел. — Мӗншӗн сутрӑн эсӗ ӑна? Анчах вӑл ҫийӗнчех хӑй власть умӗнче пуҫне тайни ҫинчен, нихҫан та… нихҫан та!.. революционер пулас ҫукки ҫинчен, анчах, ҫавӑн пек иртӗхсе кайнине курсан, хӑй унпа килӗшме пултарайманни ҫинчен те сӑмах хушса хучӗ. Ахалех пӗтни пулмӗ-ши? — тет. Вӑтӑр тӑваттӑра-и? Аялти шоссепе пычӗ. Ах, турӑ, ирӗк парсамччӗ мана вӗсен палачӗсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулма…» Анчах вӑл хӑй те тыткӑнра-ҫке. Статьи вара пысӑкчӗ, ӑна асаилӳ майлӑ ҫырнӑччӗ, наукӑллӑ шухӑш парас ӗмӗт пулнӑ иккен. Ҫак шухӑш Огняновӑн тӳрӗ чунне нумай асап кӑтартрӗ, вара вӑл Радӑна ним пытармасӑр, чӑннипе каласа кӑтартма шут тытрӗ. Кам пӗлмест-ха ҫав ҫӗр пачах та пулманнине? Куратӑр-и, йывӑҫ сухӑрӗ хытма та ӗлкӗреймен. К-кансӗрлет… Сӑнран пӑхма ӳркевлӗ, лӑмсӑр-ламсӑрла курӑнакан ҫак ҫын салтаксемпе чӑтма ҫук усалччӗ, унтер-офицерсене ҫапӑҫма ирӗк паратчӗ кӑна мар, хӑй те ҫав тери хаяррӑн, юнпа пӗвеничченех хӗнетчӗ, вӑл ҫине-ҫинех тискеррӗн кӳллеттернипе айӑплисем ура ҫинче те тытӑнса тӑраймастчӗҫ. Эпӗ хам пӗлмен урока пикенсех вулама тытӑнтӑм та сасартӑк малти пӳлӗмре калуш хывнӑ сасӑ мана шартах сиктерчӗ. Пысӑк пуҫлӑ та хытканскер, аллине туя тытса, вӑл тек вара шаккатчӗ те итлетчӗ, шаккатчӗ те итлетчӗ. Дмитрий калаҫӑва эпӗ юратса пӑрахма ӗлкӗрейменни ҫинчен хӑйӗн йӑмӑкне мухтасси ҫине куҫарни мана питӗ те савӑнтарчӗ, хӗретсе те ячӗ, ҫапах эпӗ ӑна йӑмӑкӗ пирки нимӗн те каламарӑм, эпир урӑххи пирки калаҫрӑмӑр. Мӗн эсӗ ҫыпӑҫатӑн? Халӗ ӗнтӗ ҫапӑҫакансен вырӑнӗсем улшӑнчӗҫ. Ҫак хушӑра Алексей унӑн тӑрӑхларах, вӑрӑм сӑмсаллӑ, сухалне тӗплӗн хырса тасатнӑ, лаптакрах ҫамкаллӑ, кукша пуҫлӑ сӑн-питне курайми пулса ҫитрӗ. Рабочисем ҫӗнӗ сутӑҫа тӳрех асӑрхарӗҫ. — Пӑх-ха, мӗнле ҫапӑҫнӑ эпӗ, э? — чӑннипех тӗлӗнчӗ вӑл, унтан вара мухтанса илчӗ: — Паллах, ҫапӑҫнӑ! Епископат тӗрлӗ тумтирлӗ тата тӗрлӗ сӑн-питлӗ ҫынсен тӗлӗнмелле пуххи пулнӑ, унта Париж ҫыннисем те, ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм тӗнчери ҫынсем те пынӑ. Пӗри теприне кансӗрлемест, мӗншӗн тесен Париж — вӑл мӗнпур тӗнчери халӑх пуҫтарӑнакан вырӑн пулса тӑрать. Ракета кӗлеткинчен тӗрек паракан урасем шуса тухаҫҫӗ: ракетӑн ҫав урасем ҫине лармалла; ҫирӗп амортизаторлӑ пружинӑсем кисрентересрен сыхлаҫҫӗ. Ҫапах та хама тӳрре тухма пулӑшакан сӑлтав тупайманччӗ-ха эпӗ. Малтанах систерсе каланӑччӗ сана! Гарри Грант Австрали ҫӗрӗ ҫине урипе те ярса пусман! — Халех ҫитетпӗр. — Юрать, Мендель, шансах тӑр, эпӗ халех Павкӑсем тата Климкӑсем патне чупатӑп — вӗсем йышӑнаҫҫех. Ку вӑл эсир пурнӑҫӑн салху енне ҫеҫ курнӑ пирки тата шоколад юратман пирки ҫавӑн пек. — Пилӗк минут хушши те пулин йӗркеллӗ пулӑр-ха! Пӗтнӗ лактометршӑн та, каҫӑр сӑмсишӗн те, хам шкула каяйманнишӗн те, пӗр чӗнмен чухне вӑл хама хӑтарнӑшӑн та — пуриншӗн те пӗр харӑс. Пӑхӑр сассин пӗрремӗш кӗрлевӗ хыҫҫӑн, иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш янӑраса кайнӑ, часах вара йыхравлӑ чан сасси пӗтӗм сывлӑша тулнӑ, вӑл пур енчен те, васкамасӑр юхӑнса килсе, хыттӑн чӗнсе хыпарланӑ… — Вӑл эсир пур чухне халь те ҫавӑн пекех именет-и? — ыйтрӗ Базаров. Мӗн вӑл океан? Пирӗн люнетпа хирӗҫ траншея пурччӗ, — Калугин вара, хӑй специалист мар пулин те, хӑйне хӑй ҫар ӗҫӗсем пирки тӗрӗс калаҫакан ҫын вырӑнне хураканскер, укреплени хатӗрӗсен ячӗсене кӑштах пӑтраштаркаласа та пулин хамӑрӑннисен тата тӑшмансен ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен, пулас ҫапӑҫу планӗ ҫинчен калама тытӑнчӗ. — Устенькӑн, ман хуҫа хӗрӗн, бал, сире те унта чӗннӗ. Нимӗн те тумарӗ вӑл, тутасене ҫеҫ сиктеркелерӗ. Унтан ытарса тӑранмалла мар ҫепӗҫ именӳ куллипе хуравлать вӑл: — Пиччесем мана иҫӗм пахчи хураллама тӑратрӗҫ… хам пахчана вара эпӗ сыхласа хӑвараймарӑм. Петици айне питӗ нумай ҫын алӑ пуснӑ. Ҫавӑн пирки темиҫе митинг та пулса иртрӗ, унта хӗрӳллӗ сӑмахсем каларӗҫ, куҫҫульсем питӗ нумай юхтарчӗҫ. Ҫинех тӑракан хӗрарӑмсенчен комитет пулса тӑчӗ, вӗсем траурлӑ тумтирсем тӑхӑнса губернатор патне каяс та унӑн умӗнче макӑрса кӑмӑлне ҫемӗҫтерес, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ашак пултӑр, хӑй тумалли ӗҫе урипе таптаса хутӑр тесе, йӑлӑнса тархаслас, терӗҫ. Ӳт-пӗвӗмӗрсем те хамӑрӑн, ялтӑр-уҫӑ та чӑн-чӑннипех селӗм тум тӑхӑннӑскерсем, ҫутӑ, вӑйлӑ, хитре пула-пула кайӗҫ. — Калаҫрӗ. Ну, ӗнтӗ халь мӗнле пурӑнас тепӗр — апла пурӑнӑр, ия! Ҫуталса тӑракан Хӗвел ҫинче Венера пысӑках мар хура ҫаврашка пек иртсе пырать. Андрей, хӑйӗн тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, алӑк сули патӗнче ботинкине тӑхӑнчӗ. Эпӗ калаҫма чарӑнмасӑр, ун хыҫӗнчен пытӑм, анчах вӑл тутине те сиктермерӗ. Хула садӗнче суха тӑваҫҫӗ; Иккӗмӗш хут вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр эсир мана… — Ӑна мӗнле калатӑн? — ҫавӑн пекех хуллен ыйтрӗ амӑшӗ. Леноре фрау хӗрӗ патне пычӗ. Ҫур сехет хушши вӑл хӑйӗн чӑтма пултарайман юлташӗ хыҫӗнчен ҫӳрерӗ. Унӑн пуҫӗ кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса анать, ӑҫта та пулин такӑннӑ пек пулсан, каллех хӑй вырӑнне тӳрленсе ларать. Ҫакна вӑл ҫилле хывса каларӗ. Бяла Черква пӑлхава ҫӗкленмерӗ иккен тесе тарӑхнипе мар, вӑл ыттисем пек инкек-синкек тӳссе курмарӗ тенипе. Арҫынни ҫинчен мӗншӗн ыйтнине Аня ҫийӗнчех туйса илчӗ. Бяла Черква пӑлханнӑ! Утлӑ ҫар тапӑннисене сирсе яракан мел-меслетсемпе Стельковский йӑлтах, пуҫӗпех ҫавӑрса тыткӑнларӗ корпус командирне. Ҫавӑнталла кайӑр. Пӗтӗм кӗлеткине хытарса, амӑшӗ йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, унӑн куҫӗ, пурне те курса тӑрса, ниме те ӗненмерӗ — вӑл хӑрушӑ та кӑткӑс тесе шутланӑ ӗҫ ытла та ҫӑмӑллӑн, хӑвӑрт пулса иртрӗ, вара ҫак хӑвӑртлӑх, ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахса, тӑна мӑкатрӗ. Унӑн чӳречисем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗс хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисемпе ялтӑраса выртать. Пӑхмашкӑн ҫулӗ питех те аван пек, анчах утмашкӑн питех те йывӑр. Эпир Катьӑпа хӗрсе кайсах калаҫнипе шӑнкӑрав сассине те илтмесӗрех юлнӑ-мӗн, кӗҫех юнашар пӳлӗмре ура сасси пулчӗ, ӳсӗрни илтӗнчӗ. «Ку харсӑр ача ухмаха ермен-ши?» — тесе ыйтрӗҫ шкул ачисем хӑйсенчен хӑйсем. Монтанелли кулса ячӗ: — Эй, мӗскӗнӗм, телей пулмарӗ эппин сана! — Мӗнле килӗшӗ-ха ку сире! Гарриспа калаҫни Воропаева питӗ пӑлхантарса ячӗ, ҫавӑнпа та вӑл ют ҫынпа малашне тӗл пулассинчен пӗрремӗш хут май килсенех хӑтӑлма тӑрӑшрӗ. Ҫапах та унӑн Гарриспа тепӗр хут тӗл пулмалла пулчӗ. Ют ҫӗршыв журналисчӗсем Севастополе экскурсие кайма хатӗрленнӗ те, Воропаев каллех вӗсене кирлӗ пулчӗ… Унӑн ҫыхман хӑрах питҫӑмартине те ҫавӑн пекех ерипен тӗксӗм кӑвак сӑн килсе ҫапрӗ, хӑлхи шуралма пуҫларӗ. Юлашкинчен Дмемма тӑчӗ те пӳлӗмрен майӗпен тухса кайрӗ. Сад витӗр тухнӑ чухне пӗри те пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ вӗсем, Анна Васильевна ҫеҫ ахлаткаласа пычӗ. Анчах ку вӗт вӑл эпӗ ҫивӗт вӗҫӗнчен сӗтӗрсе ҫӳренӗ, юр ӑшне сӑмсапа тирӗнтернӗ Катька. Ҫапӑҫура ытлашши харсӑр мар вара. Эпӗ те унта ӗмӗрлӗхех каятӑп. Шӳте-мӗне пач та юратмасть вӑл, яланах питӗ лӑпкӑн калаҫать. — Чимӗр-ха, ӑҫта васкатӑр… Хамӑр куҫпа курса пӗлнӗ улшӑнусене ҫапла майпа ӑнлантарса пани, маншӑн пулсан, ҫителӗклӗ пек туйӑнать, мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелли япаласем, вӗсем темӗнле пулсан та, яланах физика сӑлтавӗсенчен килеҫҫӗ. Мана та, Савельича та юр персе хупласа лартрӗ. Хӑҫан кӑшкӑрчӗ? — Ҫапла пулас пулсан, ҫаплах тӑвӑттӑм. Стайка чӑтайман халлӗн ахӑлтатса кулса ячӗ те Радӑна ҫаннинчен туртрӗ. Тархасшӑн, Сидорович, вӗреннӗ ҫынсем пек пултӑр, вӑрӑмрах кала. — Эсир мӗнле, Саккони? Брузжаксем патӗнче те Павелӑн ларас-тӑрас килмест. Вӑл, хӑйне апатчен ларма ыйтнине пӑхмасӑрах, тухса кайрӗ. Сывӑ пул, тӑванӑм… — Кала! Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ. Ҫавӑн пирки кунта чарӑнса тӑтӑм та эпӗ, герр обер-лейтенант. — Ку ҫеҫ те мар, савнӑ Паганель, хуть ӑҫта кайсан та ылтӑн медаль илме пулать. Том хӑвӑртрах упаленме пуҫларӗ. Ҫак хастарлӑ ташӑҫӑ вӑхӑтран вӑхӑта залран тухса кайсан, ӑна курса тӑракансем вӑл мӗн туни ҫинчен шухӑшлама та пултарайман. Палламан алӑпа, япӑх вулакан ачасем валли ҫырнӑ пек, пысӑк ҫаврака саспаллисемпе эрешленӗ ҫырӑвӑн пӗрремӗш странициех ӑна хӑратса пӑрахрӗ тата ӑна Горева малтанах сахал вӗреннӗ ҫын вырӑнне хуни ӑна хытах кӳрентерчӗ; вӑл ют ҫын ҫырнине чӑнах та ытла лайӑхах вулаймасть ҫав. Метеорӑн Ҫӗр ҫине ӳкнӗ юлашкине метеоритсем теҫҫӗ. — Ну, мӗн-ха эсӗ — пар мана лаша! — илтӗнчӗ хыҫӑмра атте сасси. Ун тӗлӗнче, ҫӗнӗ кунхи хӗвел ҫуттинче, каллех хӑлатсен хура мӗлкисем ярӑнса ҫӳреме пуҫланӑ. — Турӑҫӑм! — хуйхӑрса илчӗ амӑшӗ. Ҫак кансӗр вӑхӑтра ӑна, ача пек ачашскере, йӑпатма пултаракан Бойчо та унпа пӗрле мар-ҫке… Иртсе пыран еврее чараҫҫӗ те ӑна хӑйсем патне чӗнсе илеҫҫӗ, ун пуҫӗнчен ҫӗлӗкне чашӑл сӗвсе, лавҫа малалла хӑвалама хистеҫҫӗ; кайран ҫав ҫӗлӗке пӗр-пӗр хӳме-карта хыҫне, йывӑҫ тӑррине ывӑтса хӑвараҫҫӗ. Икӗ вӑйлӑ козак ӑна майӗпен йӑтса пӳртелле илсе кайрӗҫ. «Атьӑр-ха хӑй ҫутар! пӑхар эпир ӑна!» — Ҫапла пулмасӑр! — Анчах тем мар! Эх, мӑнтӑр сысна!.. Полозов те тӗлӗрчӗ, те ҫӑварӗнче сигара хыпса пырса ахалех силленсе пычӗ; калаҫасса вӑл пит сахал калаҫрӗ; вӑл пуҫне чӳречерен пӗрре те кӑларса пӑхмарӗ: илемлӗ вырӑнсемпе интересленмерӗ ҫеҫ мар, «ҫутҫанталӑк уншӑн вилӗм!» тесе те пӗлтерчӗ. — Ну, мӗн калӑр эсир Пӑван ҫинчен, мадонна? — тесе ыйтрӗ Мартини ҫурҫӗр иртсен Флоренцие таврӑннӑ чухне Джеммӑран. Куратӑн-и, унӑн кӑвак жилечӗ тӑрӑх явӑнса анакан ылтӑн вӑчӑрине? — Ха, епле хӑюллӑ вӑл! — терӗ матрос, ӳкекен бомба ҫине пӗр пӑлханмасӑр пӑхса. Эпӗ ӑна кӗнекине вуласа тухма ӗлкӗрейменни ҫинчен тата мана вулама чарни ҫинчен каласан, хурланнипе те ҫав хӗрарӑма курнӑшӑн хӗпӗртенипе ман куҫҫуль тухса карӗ. Шухӑшласа пӑхтӑр лайӑхрах та ӳкӗнтӗр». Хӑшӗсем чӗр чунсене пуҫ ҫапаҫҫӗ, теприсем — вилнисен мӗлкисене, ыттисем кӗлетке-йӗрӗхе, тӑваттӑмӗшӗсем — ҫӗрлехи чӑштӑртатусене, аҫа-ҫиҫӗме, е тата — ҫӗр шӑтӑкне. Пӗрисем вӑрманти ҫулсем ҫине хуралсем тӑратасшӑн (кӑна вӗсемсӗрех тунӑ ӗнтӗ), теприсем ӗҫ нормине ирттерсе тултарасшӑн е Рыбальченко подполковнике пулӑҫсене халех пухса тинӗс ҫине тухма канаш параҫҫӗ. Сӑмах майӗпе каласа хӑварас: эпӗ часах чи пысӑк сановниксемпе паллашса ҫитрӗм. Вӗсем — аваллӑха кайнӑ ӗмӗрсен тусанӗ кӑна вӗт! Вӗсем витӗрех ҫӗрсе пӗтнӗ, вӗсенчен виле шӑрши кӗрет! Выртма кӗмелли ҫурт, е унти пек калас пулсан, умет, ялтан аякра, ҫеҫенхир варринче ларнӑ пирки, вӑрӑ-хурахсен йӑви пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл большевик — пирӗн ҫамрӑкскер, лайӑхскер, — терӗ вӑл, Серёжӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкаса. Чӑлах-и, старик-и, пӗр-пӗр путсӗр, йӗркесӗр ҫын-и? Кӗтесре кӗмӗлтен тунӑ япаласем, хӗрарӑм туалечӗ тата пысӑк куҫкӗски пур. — Тракторпа мӗн чухлӗ сухалама пулать? «Британи» текен судно Чили, е Араукани ҫыранӗсем патӗнче чарӑнни пулман-и тесе ыйтсан, вӑл унашкал япала пулман тесе тавӑрчӗ. Килте те манӑн тӑшман — приказчик илес хӗр пурччӗ, вӑл шутсӑрах та йӑкӑлтиччӗ; пӗтӗм мастерскойӗнчи ҫамрӑксем унпа вылятчӗҫ, ӑна ҫенӗхре кӗтсе тӑрса ыталатчӗҫ; вӑл уншӑн кӳренместчӗ, пӗчӗкҫӗ йытӑ пек, хуллен ҫухӑрса ҫеҫ илетчӗ. Пӑхас-тӑк, ун ҫине — ниме тӑман ҫын, тейӗн. Ун ҫинчен никам та кӗнеке ҫырман, а ҫырма кирлӗччӗ. Ак курӑр-ха, ҫӗтӗлес патне ҫитсен, вӗсем пӗр тӗслех пулаҫҫӗ!» тет. «Никам та ҫук иккен. Любовь, ҫаврӑнса пӑхнӑ та, сад пахчи сукмакӗпе Ефим килнине курнӑ. Сӑмах паратӑп, мӗн май пуррине пурне те тӑвӑп. Губисполком председателӗ хӑйне панӑ хута вуласа тухрӗ те Федор еннелле пуҫне тайрӗ. Ҫак япала — ҫӑм, выльӑх чӗрни — мӗн тума кирлӗ мана? Мӗншӗн? — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ Петр Артамонов. Анчах Давыдов: «Тит Бородин» тесе вуласан тата: «Кам ӑна раскулачить тӑвассишӗн?» тесе ыйтсан, пуху шӑпӑртах пулчӗ. Ҫапах та хӑтланса пӑхма юрать ӗнтӗ тесе, вӑл тӑрӑшсах йынӑшма тапратрӗ. Пӗр тӗлте вӑл ҫав тери путлӑхлӑ, Уэлдон миссис та юшкӑн ӑшне чӗркуҫҫи таран путса анчӗ. Пугачевӑн кӑмӑлӗ лайӑхланни самант пулчӗ пулмалла. Ун вырӑнне вӗсем тупӑсенчен перекен кӑваккисем ҫине пӑшалпа вӑйлӑн персе тӑчӗҫ. — Грэй, — терӗ малалла мистер Смоллетт, сассине хӑпартса, — эпӗ карап ҫинчен пӑрахса каятӑп тата сана хӑвӑн капитану хыҫҫӑн пыма хушатӑп. Килхуҫи арӑмӗ ыранах ӗнтӗ: Макар арӑмӗ пулнӑ Лушка, ҫӗрлесенче, унӑн килӗнче хваттерте пурӑнакан ҫын патне пырса ҫӳрет, тесе пӗтӗм Гремячий тӑрӑх сӑмах сарса ҫӳрӗ, пӗтрӗ вара Давыдовӑн халиччен нимӗнпе те вараланман ырӑ ячӗ! Ара ку арҫын ӗҫӗ пулать-и? — Эсӗ ҫывӑратӑн-и? — Нимӗн те чӗнмен чухне эпӗ ун ҫинчен манатӑп тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Хӑй ҫара пуҫӑнах вӑл. Унӑн шывпа кӗрешнипе ҫунса тӑракан тата никам ҫӗнейми вӑйлине кӑтартакан сӑн-питне курсан, Марыся ӑна хӑй тепӗр ҫынна сӑмах пани ҫинчен асӑнтарма та хӑяймарӗ. Ытла тӗлӗнмелле-ҫке… — Мӗн каласшӑн вӑл? — тесе ыйтрӗ ҫамрӑк капитанран Гленарван. — Сэр, эсир чун-чӗререн ярса тытатӑр! Пурнӑҫу лайӑх санӑн, хӑюллӑнрах калаҫ, Кондрат! Халӑха юратасси вӑл — ҫӑмах анчах… Ку Озеров капитан пулчӗ. …Озеров капитан Рудольф Митман обер-лейтенанта хӑйне те, унӑн салтакӗсене те, персе пӑрахмастӑп тесе ҫирӗп сӑмах панӑ хыҫҫӑн, Митмана тӳрех каланӑ: «Хальхи вӑхӑтра сирӗннисем тыткӑна лекнисене тӗрлӗрен укрепленисем тума малти линие хӑвала-хӑвала каяҫҫӗ. Ҫапла тӑвӑпӑр: ман салтаксем тыткӑна лекнисем вырӑнне пулччӑр, эсир ман полка малти линие хӑваласа каяканнисем пулатӑр. Урӑхларах каласан, эсир тыткӑна лекнисене тӗрлӗрен укрепленисем тума хӑваласа каятӑр!» Вӑл тулалла тухрӗ те садра пулчӗ-тӑчӗ. Вӑл хӑй аллипе какая валеҫсе паратчӗ, теҫҫӗ, хӑй куҫӗпе кашни ватӑ карчӑкпа старике хӑйне тивекен пайне тӗрӗссипе илнине пӑхса тӑратчӗ, теҫҫӗ. Лайӑх тунӑ та ӗнтӗ вӑл, старике шухӑшлама йывӑр пулнӑ, унӑн шухӑшласси те килмен, ҫитменнине тата вӑл нимӗн те ӑнланма ҫук пирки шухӑшлани те усӑсӑр пулнине тахҫанах ӑнланса илнӗ. Ӑҫта ҫухалчӗҫ пурте: Яков, Татьяна, кӗрӳшӗ? — Соломон, тух кунтан! — сиввӗн каларӗ вӑл. Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Сильвер хӑйӗн вӑрӑ-хурахӗсенчен улттӑшне карап ҫине хӑварчӗ пулсан, эпир карапа хамӑр алла илме пултараймастпӑр. Тепӗр енчен пӑхсан, вӗсем улттӑн ҫеҫ юлчӗҫ пулсан, вӗсем пирӗн ҫине ҫав сехетрен тапӑнма хатӗрленмеҫҫӗ пулас. Ҫапла ӗнтӗ карап ҫинче эпӗ кирлӗ мар. — Юрать, халь тин пурпӗрех, — вӑл аллипе сулчӗ. Анчах паникӑна пӗтсе ларма пама юрамасть, кӗтмен ҫӗртен ҫине-ҫинех пырса ҫапас пулать, паника вӑйлансах пытӑр. Хӗвелӗн тулашӗ вӗри, унӑн ӑшӗ тата темиҫе хут вӗрирех. Ҫав тӑмхасене мана вуласа, ӑнлантарса паракана эпӗ пӗр шеллемесӗрех икӗ доллар тӳлӗттӗм; вӗсене ҫырса хӑварнӑ негрӗсене вирлӗ кӑна ҫаптарӑттӑм… Пӑрахут ҫинчи команда ачана юратнӑ, вӑл хӑй те ҫав маттур йӗкӗтсене, хӑйпеле савӑнӑҫлӑн шӳт тума юратаканскерсене, хӗвелпе, ҫилпе кӗренленсе кайнӑскерсене, юратнӑ. Эпӗ Джим кӗпине улӑм тултаратӑп, — ку ӗнтӗ тум улӑштарса тӑхӑннӑ амӑшӗ пулать, — эсӗ таврӑнсанах, эпӗ сурӑхла макӑрса яратӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн пурте пӗрле тухса таратпӑр. Ҫапла каларӗ те Том тухса кайрӗ, эпӗ нӳхрепе антӑм. Нильс — Дания ҫынни. Кил-ҫуртри ҫынсем Наталья Савишнӑна пурте юрататчӗҫ, хисеплетчӗҫ; анчах хӑй никампа та туслӑ марччӗ, ҫакӑнпа мухтанатчӗ те вӑл. Вӑтӑрмӗш километрта вӗсене хӗрлӗ армеецсен похода каякан мотоколонни хӑваласа ҫитрӗ. Ну, мӗн пулса тухать-ха капла сирӗн!» Мӗншӗн восстани тума кирлине эпӗ ӑнланатӑп ӑна, эпӗ дворянин-ҫке-ха! Ҫакӑн пирки тӗплӗн шутламалла унӑн. Пирӗн крепоҫ ҫӳллӗ вырӑнта тӑратчӗ. Хӑйӗн суккӑрлӑхне ҫӗнтерме, ытти кирлӗ паха енӗсене малалла аталантарма унӑн шанӑҫӗ халӗ пайтах-ха. Абрексем ту айӗнче лачакара лараҫҫӗ. Лашине йӗнерлесе утланнӑ та вӑл вигвамсем умӗнчен ҫапла кӑшкӑрса иртнӗ: — Итлӗр, итлӗр, сунарҫӑсем! — О, нимӗн хӑрамалли те ҫук, мисс Мэри, — терӗ капитан. Ҫавӑн пек суран ҫине сире сӑнчӑр тӑхӑнтарчӗҫ-и? Ихошка шӑпланчӗ, куҫӗсене хупрӗ. Пурте американец совет йӗркисемпе совет ҫыннисен тупсӑмне ӑнланса илме тӑрӑшнинчен пуҫланчӗ. — Иккӗ? Тепӗр чухне вӑл шӑхличне тытатчӗ те, хӑйӗн шалти кӑмӑл-туйӑмӗпе тата ҫеҫенхирӗн лӑпкӑ сассисемпе пӗтӗҫсе тӑракан тарӑн шухӑшлӑ ҫемӗсем кӗвӗлесе, йӑлтах манӑҫа каятчӗ. Егор текех шӳт турӗ, Павел амӑшӗ хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшларӗ. Шел, пурӑнаймӑп ҫав вӑл куна куриччен… — Вланг, илсе килсе пар-ха ман чӗлӗме, табакне чыхсах кил, — терӗ вӑл юнкера. Ҫак ҫӗршыв тӑрӑх юланутпа уҫӑлса ҫӳрени кӑмӑла кайнипе эпӗ хамӑр тытӑннӑ ӗҫпе те ҫӑмӑлрах килӗше пуҫларӑм. Эпир вӗсене сире паратпӑр, анчах уншӑн пире башньӑран ирӗккӗн кӑларса ямалла. Зинаида ман алла хӑвӑрт чӑмӑртарӗ те малалла чупса кайрӗ. Ҫакӑ вӑл ертсе пыни пулать те! Дик Сэнда ҫакӑ пит тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен Америка ҫӗрӗн Лӑпкӑ океан енчи ҫыранӗнче шыв тулнипе чакни ытла уйрӑмах мар. Часах ҫакӑн хыҫҫӑн компас юппи эпӗ тӑрӑшнипе каялла хӑй вырӑнне ларчӗ. Карап вӑйлӑ тӑвӑл хӑваланипе ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле хытӑ ыткӑнчӗ, вара Африка ҫыранӗ хӗрринче, тата шӑпах эпӗ лекес тенӗ Анголӑра, арканчӗ. — Ҫук, ҫук, мӗншӗн кунта хушамат? Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп. Эпӗ апат-ҫимӗҫ кӑларса кӑшт ҫырткаларӑм. Пӳлӗмре ҫутӑ пулман, таччӑн хупӑнман алӑк витӗр столовӑйран кӗрекен хӑй ҫутин ҫинҫе ленти анчах тӗттӗм урайӗнче тӑсӑлса выртнӑ. — Эпӗ сирӗн пата ӗҫпе килтӗм! — терӗ амӑшӗ именчӗклӗн, кил хуҫи хӑйне сӑнанине асӑрхаса. Никита, сада кӗрсе, ашшӗ пӳлӗмӗн чӳречи тӗлӗнчи тенкел ҫине ларчӗ те, ашшӗ часах пӳлӗм алӑкне хыттӑн хупса, шӑппӑн:— Пуҫна ҫиес тетӗн-и? Акима та пулин куҫран ҫухатас марччӗ, ун урлӑ ыттисене те тупма пулать. — Кунашкал вӑхӑтра каҫарупа хӗрхенӳ пирӗн ӗҫе пӑсма кӑна пултарать. Урамра хам хӗрпултӑр кӑшкӑрнӑ пекех туйӑнчӗ… вӗсем ухмахсем, мана хӑйсемпе пӗр тан тесе шутлаҫҫӗ, хӑйсем пек ҫынах, пӗр-пӗр ахаль козак ҫеҫ теҫҫӗ ӗнтӗ…» Акӑ эсир ӑна хӑвӑрах курӑр. Тата икӗ кун иртсен, тыткӑнти хурахсемпе пӑлхавҫӑсене тарма пулӑшакансене асаплантарса вӗлересси ҫинчен Комитет йышӑннӑ декрета, пурнӑҫлама хушакан декрета, Вандейӑри кулаксемпе ялсем тӑрӑх салатса тухрӗҫ. Акӑ тинех, канал вӗҫӗнче, шывран тикӗс-тӳрӗ стена ҫӗкленме пуҫларӗ, вӑл вӗҫӗсемпе горизонталла каять. Ҫурхи шав ҫинче, татти-сыпписӗр иртен пуҫласа каҫчен тенӗ пекех, ӑшчике лӑн-лӑн тутарса илемлӗ чан сасси янтӑраса тӑрать, старик халлапӗсенчи пек, ҫав чан сассинче темскер кӳренни пытанса тӑрать, чансем пурин ҫинчен те:— Пулнӑ-ӑ, пулнӑ вӑл, пулнӑ-ӑ… — тесе сиввӗн те хурлӑхлӑн каланӑ пек туйӑнать. Трактире пынӑ чух ҫул ҫинче вӑл манран тӑрӑхласа кулчӗ, трактирте те пирвайхи минутсенче пӗрмай манран, ҫынсенчен тата антӑхтаракан шӑршӑсенчен мӑшкӑласа кулса ларчӗ. Кӗҫӗн чинсем умӗнчех йӑлт тустарса пӗтерет вара генерал командира: «Мӗнле тытса пыратӑр ротӑна! — Эпӗ сана хамӑн шухӑша татсах каласа парӑп, — терӗ профессор Лиденброк, чаплӑн сӑмахлама пуҫласа. Роберт, Вильсон тата Мюльреди грот-мачта ҫинче; Гленарван, майор, Паганель, — палуба ҫинче. — Атя-ха, библиотекӑна. Шуррисен хӑравӗ ҫирӗпленни куҫ кӗретех. — Мӗнле? — Ҫыннисене эпӗ кунта курмастӑп-ха, кам ҫине тӗренмеллине те пӗлместӗп, — кӑмӑлсӑррӑн тавӑрчӗ Воропаев; анчах апла каланӑшӑн ҫавӑнтах ӳкӗнсе илчӗ. Августӑн 30-мӗшӗ Корчагин ҫапах тӑна кӗреймест-ха. Республика ячӗпе ҫар сучӗ пӗр сасса хирӗҫ икӗ сасӑпа… — Вӑл хӑйне шухӑшласа илме вӑхӑт панӑ пек, чарӑнса тӑчӗ. Хӗвел, шӑп анса ларас умӗн, тӳпене хупӑрласа тӑракан пӗлӗтсем айӗнчен тухрӗ те сасартӑк кӗренрех пӗлӗтсене, — хӑйӗн кӑтрашка хумӗсем ҫинче карапсемпе кимӗсене чӳхентерекен симӗсрех тӗслӗ анлӑ тинӗсе, хулари чӑлт шурӑ ҫуртсене, урамсенче ҫӳрекен халӑха юн пек хӗрлӗ ҫутӑла ҫутатрӗ. Ҫак планета ҫийӗнче атмосфера пусӑмӗ Ҫӗрӗн 18 километр ҫӳлӗшӗнчи пусӑмӗ майлӑ. — Хӑвӑн ирӗкӳ, кӑвакарчӑнӑм, — терӗ пит йӗркеллӗ упӑшки. — Мӗнле пурӑнатӑр, вилӗмсӗр старик? — ыйтнӑ кӗпӗрне пуҫлӑхӗ. Тӑлӑх арӑм апатне те шӑнкӑрав тӑрӑх ҫиет, ҫывӑрма та шӑнкӑрав тӑрӑх выртать, тӑрассине те шӑнкӑрав тӑрӑх тӑрать, — пур ҫӗрте те ҫав тери ирсӗр тирпейлех, никам ҫынни те тӳсме пултарас ҫук ӑна. Эпӗ салтака мӗнрен кулни ҫинчен ӑнлантарса парсан, вӑл хӑвӑртрах кашӑка хыпаласа тупрӗ, ӑна ҫӗрелле персе урипе таптаса лапчӑтрӗ те, икӗ аллипе те мана ҫӳҫрен ярса илчӗ; эпир вара пире ҫавӑнтах хупӑрласа илнӗ халӑха шутсӑрах савӑнтарса ҫапӑҫма тапратрӑмӑр. — Пӗлетӗп эпӗ, свидетельство кирлине; анчах Мускавра мана пӗр сенатор — пиччех пулать-ха вӑл ман, — хӑй патне кайсан каларӗ, лере ҫитсен параҫҫӗ терӗ, унсӑрӑн вӑл ман хӑех ҫырса паратчӗ. Салтаксем пирӗн — лайӑх ачасем! Вара эпир вӑрманалла таптартӑмӑр та ҫӗр варринче хамӑр яла ҫитсе ӳкрӗмӗр. — Эпӗ сирӗн ҫинчен нимӗн те каламарӑм. Ягуара тытса хӑтланнӑ ҫӗрте пулнисем ҫакӑ камӑн пульки пулнине ҫӑмӑлах чухласа илеҫҫӗ. Ытлашши тиесе тултарнӑ, аманса пӗтнӗ вагонсем рельс сыпӑкӗсем тӗлӗнчен халтӑртатса, хӑйсен типсе кайнӑ кӗлеткисене чӗтретсе ирте-ирте каяҫҫӗ. — Эпӗ, — терӗ вӑл, лакей тухса кайсанах калаҫма пуҫласа, — хам ҫак ҫуртра ниме те тӑманни ҫинчен каласшӑнччӗ. Хӑш-хӑш ҫӗрте чӳречесене уҫса пӑрахнӑ, лавка речӗсенчи галлерейӑсен тӑррисенче кӗпе-йӗм типсе тӑрать, кӑҫатсем курӑнса выртаҫҫӗ; чӳрече витӗр тӗксӗм кӑвак шыв ҫинелле хӗрарӑм пӑхса тӑрать, галлерейӑри чугун колонка тӑрринчен кимӗ кӑкарса хунӑ, кимӗн хӗрлӗ аяккисен мӗлкийӗ шыв ҫине ҫуллӑн та аш тӗслӗн ӳкнӗ. Gastrolium grandiflazum мимозӑсем вырӑнӗ-вырӑнӗпе чӑтлӑхах туса тӑраҫҫӗ, вӗсен сийӗсемпе йӑм-йӑм хӗрлӗ ҫеҫкесем ҫиҫеҫҫӗ. Енчен эсир тӗтреллӗ каҫ юханшыв ҫинче нимӗн хӑрамалли те ҫук, кичем те мар унта тетӗр пулсан, пӗрре те пулин пулса курӑр-ха унта, ун чух пӗлетӗр вара. Енчен эпӗ сирӗн негрсем хӑйсен амӑшӗпе тепӗр икӗ эрнерен ҫакӑнта, шӑп та шай ҫак ҫуртра, тӗл пуласса ӑҫтан пӗлнине каласан каятӑр-и эсир Лотроп мистер патне тӑватӑ кунлӑха? Ҫавӑн чух хама киле кам лартса ҫитернине халиччен те пулин пӗлейместӗп эпӗ… Салам шухӑшӗ мар-ха халь, — хирӗҫлерӗ вӑл хаяррӑн, ун ҫине пӑхса, — мӗншӗн кунта кӗретӗн? Сасартӑк тупӑ вырӑнтан тапранса ун еннелле ыткӑнчӗ. Мӗн вара манӑн «чун савни» пулни? Мэтр Лемерль вара, пӗтӗм чунхавалӗпе ҫӗкленсе, ҫапӑҫусенчи паттӑрла ӗҫсем ҫинчен калама тытӑннӑ: — Эпӗ хам та вӗсен йышӗнче тӑракан этем, — тенӗ вӑл, — хамӑр ҫара, нациллӗ ҫара кӳрентерме ирӗк паманнисен хисепӗнче таракан ҫын. Ыттине сире, вӑхӑт ҫитсен, урӑххисем каласа парӗҫ… А эпӗ сана мӗн каласа парасса пӗлместӗн-ха эсӗ. Анчах вӑл мана акӑ мӗн ҫинчен асӑрхаттарчӗ: эпӗ чӗреренех тӗрӗслӗхе хисеплетӗп пулсан, манӑн ӑна хам урӑх тарма шутламанни ҫинчен шантарса тӗрӗс сӑмах каламалла, унсӑрӑн вӑл мана Лиссабона ҫитичченех хам каютӑра питӗрсе пыма пултарать. — Вӑл кам иккенне сирӗнтен кам та пулин пӗлекен ҫук-и? Сана вӑл итлет. Княгиньӑн юратнӑ вырӑнӗнчен курӑнакан сӑнлӑх ҫакӑн евӗрлӗ. — Нимӗн савӑнмалли те ҫук, — тесе хирӗҫлерӗ ученый, — вӑл эсир тутлӑ маррине ҫеҫ кӑтартса парать. Ыттисем ун сӑмахне чиперрӗн ӑнланса та юлаймарӗҫ унӑн ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑ питне-куҫне курса, вӑл тата мӗн те пулин калать пуль-ха тесе, тулли куркисене тытсах тӑчӗҫ. Николая ҫакнашкал усӑ туса, манӑн тертленессӗм килчӗ. Ҫарта служить тумалла пулман унӑн: призыв умӗн сулӑ юхтарнӑ ҫӗрте шӑнса чирленӗ те отсрочка панӑ, ҫаплипех вара колхозра юлнӑ. Вӑл яка тумланса ҫӳреме тытӑнчӗ, ҫав анчах! Мана, тӗрӗссипе каласан, пӗр ҫакӑ кӑна кӳрентерет: эпӗ шӑпах ҫак вӑхӑтра Аркадипе таччӑн та туслӑн пӗрлешессе шаннӑччӗ, анчах кая юлнӑ-мӗн эпӗ, вӑл мала кайнӑ, эпир пӗрне-пӗри ӑнланма пултараймастпӑр пек килсе тухать. Иван Игнатьич, ытлашши персе янине сиссе, шӑпӑртах чарӑнса ларнӑ. Анчах тин ӗнтӗ, кирек-мӗн ту, кая пулчӗ. Кӗпер карлӑкӗ патӗнче чарӑнса вӑл, пӗр стакан шыв ӗҫсе янӑ пек, сывлӑша ассӑн туртса илчӗ, вара паруссем ҫине лайӑх пӑхса илчӗ. Ҫырасса кӑсӑк ҫырнӑ, анчах пит ӑнланмаллах мар. Ма чӗнетӗн? — терӗ вӑл. Унӑн хӑй пурнакан кил-ҫурчӗ те ытти пӗчӗк йывӑҫ ҫуртсем пек пулман. — Ну, апла-тӑк мӗн вара? — нимӗн те ӑнланмасӑр ыйтрӗ Белецкий. Ганс апат хатӗрлерӗ. — Сӑмах та ҫук, — терӗ типӗ сассипе Гленарван. — Ҫапла, — тет пичче, — акӑ кунта — темӗн пысӑкӑш калта. — Ҫук, ҫуках, сирӗн пӑхас та килмест вӗт. Вӑл вилнӗ пек туйӑнать. Вӑл каторгӑран тарма пултарнине, Ҫӗнӗ Зеландие ҫитнине, «Пилигрим» ҫинче ишекенсен инкекӗшӗн, унта апат пӗҫерекен пулса ӗҫлеме кӗрӗшнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ. Чӑн-чан художник яланах иккӗленмелле. Пӗрре вӗсем ӑна, тепре — кӑна килӗштермеҫҫӗ. Эсӗ иккӗленни те питӗ лайӑх-ха вӑл! — терӗм эпӗ хӗрӳллӗн, — Петька, санӑн, паллах ӗнтӗ, Художество академинех каймалла. Степан, сӗтел ҫине чавсаланса, шухӑша кайса, пӗрмаях пӳрнипе хӑма ҫине шаккаса ларчӗ. Вӑл пынӑ ҫӗре сӗтел ҫинче апат-ҫимӗҫ туллиех пулнӑ. Ирхи апат хатӗр пулнӑ, питне шуратса хӑйне черкке евӗрлӗ туртса ҫыхнӑ мисс Жаксон ҫӳхе тартинкӑсем касса тӑнӑ. — Ан ҫиллен, Иван, — терӗ Остен. Хӑш чухне япалана алла тытса пичӗ патне илсе пырать те ӑна куҫӗпе хыпашланӑ пек тӗплӗн пӑхать, ҫавӑн пирки вӑл ҫак пӳлӗме амӑшӗпе пӗрле ҫеҫ пырса кӗчӗ пек, вӑл кунти пур япаласене те пӗлмен, хӑнӑхман пек туйӑнчӗ. Пӗлӗтсемпе хуплансах ҫитеймен хӗвел унӑн тӗксӗм кӗлеткине тата унран инҫете тӑсӑлакан хӑмӑр кӑвак ярӑмсене ҫап-ҫутӑ ҫутатать. Нумаях каймалла пулмарӗ. Ҫӗрлехи ҫанталӑк чылаях уҫӑлса ҫитнӗ. — Ҫук. Тусӑм! Ҫӗр айӗнчи ҫул кӑшт сарӑлма тытӑнчӗ, халь ӗнтӗ Андрий хӑйӗн пӳне тӳрӗрех тытса утма пултарать. Эсӗ, асту ун ҫинчен ан ман! — Паллах, эсӗ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Увар Иванович. Вӗсем шавлӑн килсе кӗчӗҫ, хӑйсем савӑнӑҫлӑ, кӑмӑлӗсем тулли пулни палӑрчӗ. Эсир пулман пулсан, «Дункан» пӗр сӑмахсӑрах каторжниксен аллине ҫакланнӑ пулӗччӗ, хамӑр — маориецсем аллине тыткӑна лекнӗ пулӑттӑмӑр. Ҫын ҫӗрӗ ҫине вӑл карта тыттарас ҫук пулӗ ӗнтӗ. — Ну, мӗнле-ха, Николай Еремеич? — тесе пуҫларӗ татах купец. Тата ҫакна калас пулать: хӑйне хушнӑ кӑткӑсах мар ӗҫсене вӑл аванах туса пычӗ. Таркӑн пулса ҫӳресси те, вӑрҫӑ пӗтиччен тылра кӗтсе пурӑнасси те ҫӑмӑл мар-мӗн, пуринчен ытла, ун пек пурӑнма та ҫав-ҫавах хӑрушӑ. — «Тыт»… — витлет Карачӑм. — Кам вӑл тыткӑнри ҫын? — тесе ыйтрӗ Паганель. — Ӑна ҫак тӗлтен турттарса иртеҫҫӗ, тесе-и? Ун пек мар пулсан та, — эпӗ мӗншӗн пурӑннӑ-ши, нумай савӑнса курнӑ-ши эпӗ? Хамӑн ҫурӑм ҫинче эпӗ пире уйӑрса тӑнӑ вунӑ ӗмӗре йӑтса пынӑ. Пирӗншӗн пулсан, акмасӑр тӑрса юлса кӗркунне выҫӑпа шыҫӑнасси те, халех ответ тытасси те, — пурпӗрех! Халех тӗпчесе пӗлес пулать. Хӑрушӑ хыпара кукамай эпир пырса ҫитсен кӑна пӗлчӗ те вӑл шутсӑр хытӑ хуйхӑрчӗ. — Хӑйсем тӗлӗшӗнчен вӗсем тӗрӗс тӑваҫҫӗ! — терӗ Павел. Пӗр сӑлтавсӑрах тенӗ пек Воропаев вӗсем патне килнӗ чух, пӗр ирхине ҫывӑрса тӑрсан, сасартӑк хӑйӗн сулахай урине ҫухатни ҫинчен тата ӑна кам та пулин вӑрламан-ши тесе хӑраса ӳкни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. — Кампа калаҫатӑн эсӗ унта? — Ҫерҫипе эпӗ… Мӗн пулни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ те вӑл манран, сан пек кулкаласа илчӗ, вара станица правленине хупса лартмасӑрах киле ячӗ. Сӑмахӗсене ӑнланмастӑп, анчах ыттине пурне те — ӑнланатӑп. — Эпир тӗл пулнӑччӗ пулас. Пит аван шухӑшласа тупрӑм! Ҫак путсӗрсен калаҫӑвне кам та пулин илтнӗ пулсан, кунта икӗ хисеплӗ сутуҫӑ суту-илӳ ӗҫӗнчи чӑрмавсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ тесе шухӑшласа илетчӗ пулӗ. Ӑна самолёт ӑшне вырттарчӗҫ те целлулоидран тунӑ ҫивиттине хупрӗҫ. Сулахай борт ҫумӗнчи вельбота шыва антарчӗҫ те тӑватӑ матрос унта хӑй вырӑнне йышӑнчӗ. — Мӗскерле йӗрӗнчӗк япаласенчен, мистер Стумп? Федоткӑшӑн ӑнланмалла мар ҫемҫе кӑмӑлпа Давыдов сӗнӳпе килӗшмерӗ. Ҫӗрте ҫӑралса, вӑхӑт сивӗтнипе хытнӑ хӗвел ҫути ку. Вӑл — темӗнле сӑтӑрласа, лӳчӗркесе пӗтнӗ ҫурма ӑслӑ ҫын. Анчах Тарас ҫак вӑхӑтра вучах ҫине мар пӑхрӗ ҫунтарма чӗртекен вут ҫинчен мар шутларӗ, вӑл, мӗскӗн, козаксем перкелешекен еннелле пӑхрӗ: ӑна ҫӳлтен пурте ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Куҫ хӗснисем ҫакна пӗлтерчӗҫ: «пире сунара илсе кайма мӗншӗн ыйтмастӑр-ха?» Эпӗ — тӳрӗ ӗҫлекен офицер, пачах улталасшӑн пулас ҫук; ӗнен эсӗ мана: авланни вӑл аташни ҫеҫ. — Ӑҫта вара сирӗн портретсем? — Маша ҫинчен-и ҫак эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ. Ох, мӗн тери йӗрӗнмелле, мӗн тери кӳренмелле вӑл маншӑн… Артур кӑшт именчӗ. — Ҫук. Политрук пирӗн — Крамер. — Эсир ӑна мӗншӗн арестленӗ? Эпӗ ӑнланатӑп: мана асли туни уншӑн хӑйӗншӗн лайӑх, вӑл ӗҫлеме юратмасть, анчах эпӗ хаваслансах ӗҫлетӗп, ывӑнни маншӑн усӑллӑ, вӑл чунри хумханусене сӳнтерет, хӗрарӑмсем ҫинчен шухӑшлассине чарса тӑрать. — Эпӗ?.. Сана? Кала, килӗшетӗп те, аппа! Хӑшпӗр килсенче винограда пӑрса шывне юхтараҫҫӗ те сывлӑша чапра шӑрши тулать. Вара Воропаев этем сӑнарне ҫухатнӑ ҫынсене (американецӑн ӗлӗкхи патша офицерӗнчен тухнӑ хӑйӗн тӑлмачӗ те пулнӑ) пӗчченшерӗн ниҫта та кӑларса яма юраманнине сиссе, ӳсӗр хӑнасене Огарнова килне илсе кайса вырттарма хушрӗ, хӑй Поднебеско патне кайрӗ. Кун пек хирӗҫӳ-харкашусене пӗрре кӑна пусарма тӳрӗ килмест пулӗ ҫав ӑна! Мана ҫавӑнтах Мускавра, Третьяков галерейинче, курнӑ Медуза пуҫӗ аса килсе кайрӗ, — темӗнле художник ӗҫӗччӗ ӗнтӗ вӑл. Ларӑр, Дмитрий Павлович — иккӗмӗш хут кофе ӗҫӗр! Унӑн куми — жандарм! — терӗ амӑшӗ. Анчах пӗр эрне иртсе кайрӗ, тепре… Вӑл ӗнтӗ чӗрӗк мильӑна яхӑн шуса кайнӑ, ҫакӑнта вара ун пуҫне шухӑш пырса кӗнӗ: «Урӑхла кайма май килмӗ-ши», тенӗ вӑл. Ҫакна каланӑ чух сасси чӗтремерӗ. Пӗр ҫулталӑк хушши Верхнедонски округ тӑрӑх продотрядпа пӗрле ҫӳрерӗ, кайран хуҫалӑхпа ҫыхланса кайрӗ. Ҫав минутра Талькав, карабинне иккӗ авӑрламаллӑх тар хучӗ те, яхта еннелле персе ячӗ. Эпӗ шутсӑр выҫӑччӗ те фермӑна кӗрсе тухрӑм, кунтан икӗ мильӑра вӑл, халӗ манӑн ҫиес килмест. — Яша, чунӑм, чуп-ха Уҫӑп патне! Анчах тепӗр ҫаврӑм выляма та ларчӗ. — Ман умра мӗн пытарса тӑмалли пур унта?.. Тахҫанах пӗлетӗп… — Вилчӗҫ… иккӗччӗ… Ватӑ салтаксем вӗсем, кирек хӑҫан та салтаках вӗсем. «Ҫапла, — терӗ Оленин хӑйне хӑй, — вӑл пӗтӗмпех манӑн пулсан, тин пӗр-пӗрне ӑнланӑпӑр эпир. Петька каланӑ тӑрӑх, ҫӗр айӗнчен ҫӳремелли авалхи ҫул садран тухса, шыв айӗнчен иртсе, тепӗр енчи ҫыран хӗррине пырса тухать, имӗш. Ну-ка! Пуртӑпа касма та хӑтланса пӑхрӗҫ — пуртӑсем ванчӗҫ. Эпир пурте шикленмелле мар вырӑна кайса тӑриччен тӑхтӑр. Вара мӗн чухлӗ перес килнӗ, ҫавӑн чухлӗ персе хӑтланӑр. А кӑмпа мӗн вӑл? Ҫакӑн пек авторитета хирӗҫ нимӗн калама та ҫук: Джо самантрах ҫаврӑнса тӑчӗ, хӑйне кастарчӗ те кайса ӳкрӗ. Комбинезонӗпе сухалӗ ҫинчи пӑр катӑкӗсене те силлесе тӑкмарӗ, лупашкаран ҫӳлелле тапаҫланма тытӑнчӗ. «Шаккакан пур-им?» терӗ Чуб, калаҫма чарӑнса. Ырӑ кӑмӑллӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ӑна сӗтел хушшине чӗнетчӗҫ, вӗри апат ҫитеретчӗҫ. Яша тирпейлӗн, сахал ҫиетчӗ, татӑкӑн панине нихҫан та илместчӗ. Нумай килсене кӗркелесе ҫӳрени вара яланах Кӑтра Яшӑна авлантарасси ҫинчен халлапланипе вӗҫленетчӗ. — Малалла каласа пама ыйтатӑп, — терӗ Мигунов, — Ҫапла вара, Николаев поручик питне сӑрапа сапнӑ, эсир ҫавӑнта чарӑнтӑр… Унтан? — Пӗр уйӑх каялла кунта эпӗ ӑнсӑртран иртсе пыракан ҫын пулнӑ, халӗ ӗнтӗ эпӗ ӗҫлӗ ҫын. — Па-а-ар! — урисене тапа-тапа макӑрать кӑтра ача. Ӗсӗклесе макӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ. Унтан сысна ҫурине тумтирпе чӗркесе (юн ан тумлатӑр тесе) юханшыв тӑрӑх чылай анаталла илсе кайса шыва пӑрахрӑм. Тен, никам та курӑнмасть, вӑл ҫапах та тарать. Маскӑсем тӑхӑна-тӑхӑна яратчӗҫ тет те вара — ҫырлахтӑрах турӑ, этем сӑнарӗ ҫук! — Аташатӑн эсӗ!.. Тӑшман хупӑрласа илнӗ Севастополь хулинче, бульварта, павильон патӗнче полк оркестрӗ вылять, ансӑр ҫулсем тӑрӑх ҫар ҫынни тата хӗрарӑм ушкӑнӗсем праҫник чухнехи пек уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Мучин пит ҫӑмарти те ҫамки юнпа пӗвеннӗ. Ку хушӑра Палашка пирӗн хӗҫсене чӑлана леҫсе те хучӗ. Халӗ вӑл хӗре тата ытларах хӗрхенчӗ, вара хӑна ҫине ирӗксӗрех кӑмӑлсӑр пулса пӑхса илчӗ те: — Сирӗн ӑна ӑсатса ямаллаччӗ! — терӗ. — Тӗрӗс! Вӗсем мана сӗтел хушшине лартрӗҫ, пӗр стакан эрех пачӗҫ, ывӑҫ ҫине иҫӗм ҫырли тултарчӗҫ, унтан виҫҫӗшӗ те, черетлӗн, манӑн сывлӑхшӑн, манӑн телейшӗн, манӑн паттӑрлӑхшӑн пуҫ тайса ӗҫрӗҫ. Вӗсене вӑл хӑйне те ӑнланмалла мар темӗнле паллӑсем кӑтартрӗ, унтан хура крыльца ҫине тухрӗ. Чул картлашка ҫине ларчӗ, авалхи хаклӑ портсигарне кӑларчӗ те туртса ячӗ. Доскаран сулахайра пире чӗркуҫлентерсе лартмалли кӗтес пур. — Берднесспа? — тесе хучӗ капитан, ку ҫын пирки иккӗленме пуҫланӑскер. Халь пур пилот та, Пур бомба-пулемет та Вӗҫейрӗҫ кайрӗҫ пит инҫе, инҫе. Вӑл хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ те пӗр хирӗҫсе тӑмасӑрах килӗшме васкарӗ: — Тен, кӑштах сахалрах та пулнӑ-и, ну, вунӑ-вуникӗ кӗренке, эпӗ ӑна тарасапа виҫмен вӗт-ха. Ырӑ каҫ пултӑр. — Акӑ Крестовой та, — терӗ мана штабс-капитан, хамӑр Чертовой Улӑхне ҫитсен юрпа витӗннӗ сӑрт ҫинелле кӑтартса; ун тӑрринче тӗксӗм чул хӗрес курӑнать, хӗрес патӗнчен аран-аран палӑракан сукмак иртет, аяккинчи ҫула юр хӳсе кайсан, ҫав сукмакпа ҫӳреҫҫӗ пирӗн лавҫӑсем: тусем ҫинчен юр ишӗлсе анман-ха, тесе пӗлтерчӗҫ те, лашасене хӗрхеннипе пире тавра ҫулпа ҫавӑрттарса кайрӗҫ. — Ҫук, тупайман. Тинӗсе юхтарса кайнӑ пулмалла. Станицӑри паҫӑр илтӗннӗ сасӑсем халь ӗнтӗ сунарҫӑсем патне ҫитеймеҫҫӗ; йытӑсем ҫеҫ йӗплӗ хулӑ тӗмӗсене ҫатӑртаттаркалаҫҫӗ тата сайра хутран вӗҫен кайӑксем сасӑ параҫҫӗ. Вӑл балра пуринчен кая юлчӗ, тӑваттӑмӗш сехетре Ситниковпа Парижри майлӑ полька-мазурка ташларӗ. Ҫакӑн пек лаборатори тӑвас шухӑша Константин Эдуардович Циолковский тахҫанах сӗннӗ. Паян мартӑн 9-мӗшӗ; эппин, ҫирӗм ҫичӗ кун иртнӗ! — Ну, эпӗ мунчана тавар пытарманнине куртӑр вӗт, — мӗн кирлӗ тата сире? Мӗнпурӗ вунӑ — вунпилӗк тӗлпулу, пилӗк-ултӑ интимлӑ калаҫу. Мӗнтен эсӗ лайӑхрах-ха?.. Андрей сухалне хырнӑ-мӗн, унӑн мӑйӑхӗ ӳссе кайса аялалла усӑннӑ, ҫавна пула ҫаврака пуҫӗ кушак пуҫӗ евӗрлӗрех курӑнать. Кунӗ ҫавӑн пек телейсӗр пулчӗ!» — терӗм. — «Унӑн ячӗ Карл Мауер, вӑл Австри егерӗ пулнӑ» — терӗ ман атте. Вӑл хӑйӗн вӑйне тата ют ҫын вӑйне малтанах виҫесси, шута илесси мӗне пӗлтернине пӗлмест. Вӑл ҫапӑҫӑва чуна хӑпартлантарса яракан лайӑх япала тесе шутлать. Хамӑн пуҫӑма ҫапӑҫусен вут-кӑварне чикнӗ чухне эпӗ санран нумаях та аслӑ пулман. Тарҫӑсем, пӑшалӑрсемпе лашӑрсене панӑ пулӑр. — Мӗншӗн пуртӑ ҫӗклесе тухрӑн вара? Дивизисене Польша фронтӗнчен кӑнтӑра куҫара пуҫларӗҫ. Вӑл тарма пултарайманни пурне те паллӑ пулчӗ. — Мӗн тӑватӑн эсӗ кунта? — терӗ Володя, чупса кӗрсе, — пыр, ташлама чӗн пӗр-пӗр хӗре… кӗҫех пуҫланать. Анчах иртерех мар-ши, ахалех пулмасть-ши? — шухӑшларӗ вӑл, аллисене чӑмӑртаса. Малтан Тихон калаҫма пуҫларӗ. Ҫакӑ ҫав тери тырпул аван ӳсекен ҫӗршывра акӑш-макӑш ҫӳллӗ ӳсекен курӑксенчен те, сип-симӗс курӑнса выртакан ҫарансенчен те аванах палӑрса тӑрать. Паганеле ырласа пуринчен ытларах Робертпа майор пӗтӗм чӗререн ҫӗкленсе алӑ ҫупаҫҫӗ. — Илтессе илтеймерӗм пулсан та, пӗлетӗп, кунта халь чи кирли ҫук. — Ӑслӑланса кайнӑ эсир. Ытах та этем хӑйӗн хӑтланчӑкӗшӗн хӑех хӑйӗн тирӗпе саплас тет пулсан, вӑл начар мар… Вӗсем каллех шӑпланчӗҫ. — Ҫитет! Меллӗрех вырнаҫтарса лартсан, ача кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. Ун чухне вара… Геркулес ун хыҫҫӑн чупрӗ. Ахрат ҫыр варринче пусма чакӑл ту тарӑнӑшнелле, ансӑр туннелелле тӑсӑлать. Пӗр самантлӑха унӑн алли Давыдов хулпуҫҫи ҫине ӳкрӗ, вара ҫавӑнтах каялла шуса анчӗ, вӑйсӑррӑн аялалла усӑнчӗ. Малашнехине курса тӑракан пӳлӗх общество ӗҫӗсене тытса тӑрассине нихҫан та темӗнле вӑрттӑн япала — ҫӗр ҫул хушшинче виҫҫӗ ҫеҫ ҫуралса пулакан аслӑ генисем анчах ӑнланса илме пултаракан тарӑн та кӑткӑс япала туса хурас темен вӗт. — Ҫын! — терӗ капитан. Чул ванчӑкӗсем хушшинчи пӗчӗк хушӑксемпе шӑтӑксем газсемпе тулнӑ, сӑмахран, азотпа, сӗрӗм газӗпе, ционпа (ку та питӗ сиенлӗ газ). — Сире кӗтсе. — Манӑн та вӑхӑт ҫук. Тӗрӗс мара калатӑп-и вара эпӗ? Артподготовка пуҫланнӑ вӑхӑтра Олейник сержантӑн сасартӑк хӑсӑкӗ килме тапратрӗ, — иртенпех ӑшчик ыратать тесе ҫӳретчӗ вӑл. — Мӗн тума пӗлетӗн вара эсӗ? — ыйтрӗ вӑл. Пирӗн Санкт-Петербургра каланӑ тӑрӑх, Сен-Луи хулинче ҫирӗм-вӑтӑр пин ҫын пурӑнать, анчах ҫӗрле, икӗ сехетре, ун ҫийӗнче ҫавӑн пек нумай ҫутӑ куриччен эпӗ ӑна ӗненменччӗ. Ҫул ҫинче пӗчӗк ҫырмасем юхаҫҫӗ, кӑпӑк сиксе ташлать. Ҫӗпӗр тайги, Вӑтам Азин тӳрем ҫӗрӗсем, Африкӑн хӑйӑрӗсем, Америкӑн улӑхӗсем, Австралин тем анлӑш ҫеҫенхирӗсем, ҫӗр тӳписем, пӑрланнӑ пушхирӗсем… Ҫак ҫӗрсене этем аран-аран кӗркелесе ҫӳрет. Эппин, компас вӗсене улталарӗ тесе шухӑшламалли ҫеҫ юлчӗ-ши? Иккӗмӗш компас ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн Дик вӑл кӑтартнисене тӗрӗслеме пултараймарӗ-ҫке-ха! Часах эпӗ ҫав трубка ҫав тери ансат инструмент иккенне, тухтӑрсен чӗрене, ӳпкене итлемелли стетоскопӗ иккенне пӗлтӗм. Ҫине вӑл китель тӑхӑннӑ, ирхине ирех, Катя ҫывӑрнӑ чухнех-ха, вӑл пӳлӗме кӗрсе унӑн кровачӗ ҫинелле пӗшкӗннӗ. Пӗр ҫула яхӑн пулас? Пӗри коллекцилессине аппаланать, нумайӑшсем часрах каҫ пултӑрччӗ тесе ҫех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ, ун чухне вӗсем килӗнче, лампа умӗнче, йӗп тытса ларӗччӗҫ те канва тӑрӑх хӗрессемпе пӗр-пӗр ниме тӑман кавир пекки тӗрлӗччӗҫ е вӗтӗ шӑллӑ пӑчкӑна хӑйсен портречӗсене лартма чӗнтӗрленӗ рамӑсем каса-каса кӑларӗччӗҫ. Вара ҫиленсе пӑрахса карӗ. Кама юратса пурӑннине, халь те юратнине, тен, хӑҫан та пулсан, ӳсӗр пуҫпа каласа панӑ пулӑттӑм сана, анчах… Сивӗ ҫын эсӗ, Макар, санпа чун-чӗререн нихҫан та калаҫаймӑн. Анчах вӑхӑт иртрӗ, питех те кайран пулчӗ! Факчӗсем — тӗрӗс, анчах вӗсене ҫутатса параканӗ эпӗ мар пек, калавӗ хам ҫинчен ҫырнӑскер мар пек. Кукаҫейпе кукамай та ним шарламасӑр ӑна пулӑшаҫҫӗ. Санпа калаҫатӑп-им эпӗ? Чӗнмен. Район ҫинчен пӗлтерме сире никам та хушман вӗт-ха? Танк тустарса пӗтернӗ окоп брустверӗ ҫинчен Дегтярев тӑпра ывӑҫласа илчӗ. Урам леш енчи канавра ӳсекен вӗлтӗренпе мӑян хушшинчен пиллӗкӗн тан пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ. Эпӗ кулмасӑр чӑтса тӑраймарӑм. — Нимӗн те ҫук… Эсир хӑвӑр халь мӗн илтессе аса илме те пултарайман, начартараххине илтме хатӗрленӗр, малтанах асӑрхаттаратӑп сире! Е иксӗмӗре те пӗр харӑсах? Эпӗ пынӑ ҫӗре ҫак приказа пурнӑҫа кӗртмесен, хӑвна ҫеҫ ответ тыттарӑп. Ӗнтӗ, ҫапла пӳрнӗ пуль ҫав ӗнтӗ!.. Казак кӳме ҫинчен сиксе анчӗ. — Ҫапла! — терӗ Рыбин, сухалне шӑлкаласа. Пӗтӗмпех ӗҫсе яратӑп! тет. Ҫак пӳлӗмрен мӗнпур пек политикӑллӑ хыпарсем тухаҫҫӗ. Тепӗр кунне, вуникӗ сехет тӗлнелле, каялла таврӑнакан ямшӑкпа, Берсенев Мускава тухса кайрӗ. Тепри кӑштах хӑяккӑн выртать. — Хӑй ухмах мар, — тесе сӑмах пуҫларӗ вӑл малалла, — чунӗ те ырӑ, анчах та эпӗ уншӑн хӑратӑп… Кӑтартӑр-ха мана халех, кӑтартӑр-ха хӑвӑрӑн михӗре!» Офицерсем форта туслӑн калаҫмашкӑн, е суту-илӳ ӗҫӗсемпе, е тата мир тумашкӑн килнӗ индеецсемпе сӑмахлаҫҫӗ, — индеецсен чатӑрӗсем инҫетре мар курӑнса лараҫҫӗ. Хӑйсем килте тӗртнӗ хӗрлӗ, симӗс тата ҫутӑ кӑвак тӗслӗ тутӑрсемпе чӗркеннӗ индеецсен кӗлеткисем тӗлӗнмелле хитре тӗслӗн тата классикла илемлӗ пекех туйӑнаҫҫӗ. Вӗсен хӑйсен ӳт-тирне ним ҫыпӑҫусӑр сӑрласа килӗшӳсӗрлетни те тата таса мар пирки ҫыпӑҫса ларнӑ вӑрӑм хура ҫӳҫӗсене татах лаша ҫилхи пайӑркисем хушса вӑрӑмлатни те вӗсен илемне пӑсма пултараймасть. Тен ӑна пиртен виҫӗ мильре ҫапса антарнӑ, эпир ӑна мӗнле сукмакпа кайнине те пӗлместпӗр! Унӑн куҫӗсем ман куҫпа тӗл пулчӗҫ, сӑнӗ сасартӑк шур пир пек шурса кайрӗ, куҫӗсем темле ялтраса илчӗҫ, вара вӑл — куна та эпӗ ниепле те кӗтменччӗ — фортепиано айне кӗрсе кайрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ. Окунев пӗр кӗсъинчен хаҫатпа чӗркенӗ вӑрӑм вобла, тепринчен икӗ чӗл ҫӑкӑр туртса кӑларчӗ. Пӑшал сассине илтсен, Озеров капитан ҫийӗнчех чухласа илчӗ: ялта нимӗҫсем. Вулама тытӑнтӑм та, ҫиме те мансах кайнӑ. — Мендосӑна та мар-и? Ку ӗҫе хӑвӑрт тата ытти ӗҫсем пек мар тумалла пулнӑшӑн, сапожник татах ҫур литр ыйтса илчӗ те, лямкӑсене питӗ лайӑх туса пама пулчӗ. — Австралиецсем — усал халӑх мар, — терӗ ҫамрӑк ҫын. — Мисс Грантӑн кун пирки нимӗн пӑшӑрханмалли те ҫук. — Акӑ, вӑл сире ман патӑма уҫӑ чунпа илсе килчӗ. Нумай вӑл ман!.. Калаҫҫӗ сана, кай, теҫҫӗ. Ҫын пулӑшмасан, эпӗ вырӑнтан тапранма пултараймастӑп. Кӑнтӑрлахи апат умӗн вӗрене вӑрмана илсе кайрӑмӑр, анчах вӑл кукӑль ӑшне вырнаҫмарӗ. — Тӑхта-ха ак, нимӗҫсем епле тарма тытӑнӗҫ, — вӑт: вӗсем тарӗҫ-тӗк тарӗҫ! Трюмран ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫынсем тухрӗҫ: рабочисем, нимӗҫ хресченӗсем, тинӗс хӗрринчи тӗрлӗ хуласенчен пухӑннӑ ҫынсем; вӗсем Америкӑна ӗҫлеме мар, телей шырама каяҫҫӗ. Халӑх пӗтӗмпех палуба ҫине тухса тулчӗ. Вавжонпа Марыся вара, ҫынсен куҫӗ тӗлне пулас мар тесе, аяккарах, пӑрахут пуҫне, канат ҫыххисем ҫине кайса ларчӗҫ. Тытӑнса пӑх кӑна эсӗ, пула пӗлмесен пӑрахатӑн ҫеҫ. — Юрататӑн пулсан, вӑхӑчӗ тупӑнатчӗ. «Тӑхта-ха, — терӗ вӑл, ӑна хӳринчен туртса ҫӗрелле антарса: — вӗрентӗп эп сана ырӑ ҫынсемпе тӳрӗ чунлӑ христиансене ҫылӑха кӗртсе ҫӳреме». Хаяррӑн хӑратсах ҫакна калама та хӑяс пулать: йӑлӑнса ыйтнине нимӗн вырӑнне хумастӑн пулсассӑн… ҫав тери хӑрушӑ хӳтлех шыраса тупатӑп, тесе кала… Аминь! Ӑҫтан килеҫҫӗ вӗсем? Вӑл Петя Уралец патнелле пӗшкӗнчӗ те, сулахай аллипе айӑккалла сулса илсе, ӑна хӑлхинчен хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ: — Кала-ха купӑсна! — Мӗн пирки эпӗ хама айӑплӑ тесе йышӑнма пултарӑп-ха? — яланхи пекех тӑсса, хулпуҫҫисене хутлатса илсе, васкамасӑр каларӗ хохол. Марина ҫав кӗркунне хӗрӗхрен иртнӗччӗ ӗнтӗ, анчах вӑл хӑйӗн мӑнтӑркка та ҫирӗп, вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнче, тӗксӗм-сарӑ сӑн-питӗнче яр уҫҫӑнах палӑрман илемне ҫухатманччӗ-ха. Кӑна илтме эпӗ питӗ хавас. Лось сӳрӗкленчӗ. Ҫапах та вӗсем ӑна юратман. — А эсир, мистер Морис? — терӗ Фелим, пит чеен куҫ хӗссе. Ҫиҫӗм малтан та хӑрататчӗ-ха, халӗ вара, ҫакнашкал хӑрушшӑн шатӑртатса-кӗмсӗртетсе тӑнӑ чух, вӑл чӑннипех те ытла та тискеррӗн, усаллӑн курӑнчӗ. Ҫак татӑка ҫаплипех ҫӑвара персе чиксе пӗр чарӑнмасӑр чӑмласси килчӗ унӑн. Анчах та Алексей ӑна виҫӗ пая уйӑрчӗ, икӗ татӑкне кӑкӑр умӗнчи кӗсйине шаларах чикрӗ, пӗрине вӗттӗн тӗпретрӗ те, ҫав тӗпренчӗксене конфет ӗмнӗ пек, васкамасӑр киленсе ӗмме тӑрӑшрӗ. Хамӑн пурнӑҫӑмра мана чи малтанхи хут пӗчӗкҫӗ пулнишӗн те каҫарчӗҫ. — Ҫапла, ҫил вӗрекен енне, хыҫала! Тӑсланкӑ Джон вӗсене, тавернӑра пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен малтан пулса вӗҫне ҫитичченех питӗ ҫӗкленсе тата пӗтӗмпех тӗрӗссӗн каласа кӑтартрӗ. Ҫак плана пурнӑҫлама Лантенак ултӑ пин ытла ҫын тата хӑйӗн мӗнпур артиллерине, вунӑ тупӑпа икӗ орудие, илнӗ — ку ӗнтӗ хресченсен дружининчи чи лайӑх вӑйсем пулнӑ. Вӑрманти ҫиҫӗм тавралӑха ҫав тери хӑвӑрт ҫутатса тӗксӗм картинӑна сасартӑк улӑштарнӑ пекех, пӗр самант, каярах хӑвна пӗр-пӗр тискер кайӑк е улӑп пек туйӑннӑ ҫулҫӑсене ҫиҫӗме пула уйӑрса илнӗ пекех, эпӗ ҫак йӗркесене вуласа, пурне те ӑнланса илтӗм. Вацлав Августовича мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те тупса пар, ун приказӗсем — манӑн приказсем, ӑнлантӑн-и? Куҫарса паракан Паганель ҫук чухне Гленарван хӑй индееца ыйтса тӗпчеме пикеннӗ. Юлашкинчен, географа курсан, вӑл ӑна инҫетренех кӑшкӑрчӗ! — Паганель часрах кил кунта! Сирӗнсӗр ниепле те Талькавпа калаҫма пӗлместӗп! Паганель Талькавпа калаҫрӗ те, Гленарван патне пычӗ. Мересьев ахӑлтатса кулса ячӗ. Юлашкинчен, чӑрӑш тӗмӗсен симӗс тӗттӗмлӗхӗнчен, ҫакӑнса тӑракан кӑвак чул ту айӗнчен, вӑрман хуралҫин лутра алӑклӑ, пӗчӗк, кивӗ пӳрчӗ курӑнса кайрӗ… — Пуҫилле ямалла. — Хутора вӑл, темле хут илме, ҫын ячӗ, лешӗ килмест те килмест… Тен, кама та пулин шӑлӑнкалама юрӑхлӑ пулӗҫ! Сцена патнелле темиҫе йӗкӗт васкаса пычӗҫ. Мӗншӗн-ха эппин вӑл пуйса кайнӑ кун Басаврюк, шыва путнӑ пекех, таҫта кайса ҫухалчӗ?» Галли манран Кӑнтӑр Америкӑри пурнӑҫ ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, синьора, вара эпӗ ӑна манӑн сулахай алӑ мӗншӗн ҫакӑн пек вӑйлӑ аманни ҫинчен каласа пама пуҫларӑм. Ют лашасем ҫук-ҫке ӗнтӗ халӗ, пурте хамӑрӑн, анчах ҫапах та, авӑ епле пулса тухать… Кашни хусканӑва хирӗҫех сисӗмлӗн ответ парса, вӑл ҫав тери кӑткӑс фигурӑсем тунӑ, ҫӳлелле ҫурта пек тӳррӗн ыткӑнса хӑпарнӑ, пур енчен те лайӑх, ҫӑмӑл, хӑвӑрт вӗҫекен машина пулнӑ. Чухӑнсене вӑл юратнӑ, хӑй мӗн тупнине яланах вӗсемпе пӗрле тӗрӗс валеҫнӗ. — Турӑ упратӑр сана ыранччен, — тетчӗ хӗрача, шӑтӑкла тытнӑ одеялпа пӗркенсе. Пӗр-икӗ самант хушши Наумов хӑйне такам пуҫран мӑлатукпа ҫапнӑ пек пулса тӑчӗ. Джемма, апат умӗн уҫӑлса ҫӳренӗ чухнех Клюбера питех килӗштерсех кайманскер, — вӑл ҫавӑнпах ӗнтӗ Санинпа пӗрле пулнипе именнӗ пек пулчӗ тата унран кӑшт аяккарах пулма тӑрӑшрӗ — Джемма хӑйӗн каччишӗн куҫ кӗретех вӑтанма пуҫларӗ! Хӑйӗн маттурӗсене хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнса, мӑйӑхӗсене якатрӗ те вӑл Макҫӑм еннелле пӑрӑнчӗ. — Стариксене архива парасшӑн… — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Ҫӗрлесенче ӗнтӗ сивӗ алхасма тытӑннӑ; хытӑ ӗшеннипе вилнӗ пек ҫывӑрса кайсан, ҫынсем хӑйсен айне сарнӑ чӑрӑш лӑссисемпе е улӑмӗпе пӗрлех ҫӗр ҫумне шӑна-шӑна ларнӑ. Ҫамрӑк шухӑша кайрӗ. Сапожник кирлӗ, ҫӗвӗҫ кирлӗ, мясник… какай сутать… мясник… чимӗр-ха, эпӗ аташатӑп… — Мӗн пур унта санӑн, хӑвӑн килӳнте? — терӗ амӑшӗ, шухӑша кайса. — Ҫапла, принципшӑн, тет. XVI Людовик ҫинчен каласа патӑм. Ӗлӗкхи Францире унӑн пуҫне каснӑ, унӑн пӗчӗк ывӑлне дельфина, патшана ларма тивӗҫлӗскерне, тытнӑ та тӗрмене хупнӑ; вӑл унта вилнӗ пулать вара. Паллакан сасӑ илтӗнмест-ши тесе, юлашки хут тимлесе итлерӗ, унтан тӑрса шлепкине, перчеткине тӑхӑнчӗ, хулпуҫҫийӗ ҫине мантилья уртса ячӗ, унтан, пӳлӗмрен вӑрттӑн тухса, Берсенев хваттерне каякан ҫулпа хӑвӑрттӑн утма пуҫларӗ. Тӑхта-ха ак!.. Час-часах кӑкӑрӗпе пыр тӗпӗнче ҫивӗччӗн пӗҫерсе каякан япала халӗ ӑна кӑртах ярса илчӗ, ҫакна пула вӑл Гаврилӑна итлеттермелле хыттӑн каласа хучӗ: — Эсӗ акӑ мӗн, — ларатӑн пулсан — лар! Пирвайхи категорири тӳрлетӳсен уйрӑм палли акӑ мӗнле: вӗсем Конституци ыйтӑвӗсем ҫинчен мар, пулас саккун кӑларакан оргӑнсен кулленхи саккун кӑларас ӗҫӗсем ҫинчен калаҫҫӗ. Сулса янӑ хӗҫ палламан ҫыннӑн питҫӑмартине урлах каснӑ. Ытарма ҫук чипер хӗр! тем пама хатӗр, пӗлесчӗ ҫеҫ: мӗн-ши халь ун чӗринче, кама юратать-ши вӑл? Аялта Август Антоныч хыттӑн калаҫни хӑлхана кӗчӗ (вӑл ман ҫинчен калаҫать пулмалла), унтан ачасен сассисем, кулни, чупкалашни илтӗнчӗ, тепӗр темиҫе минутран, эпӗ тӗттӗм чӑланта ларни ҫинчен никам та пӗлмен тата шухӑшламан пекех ҫуртра унчченхи шӑв-шав пуҫланчӗ. Час-часах атте мана ҫӑрапа питӗрсе хӑварать, хӑй виҫӗ мильӑри лавккана кайса пулӑпа кайӑк-кӗшӗк какайне вискипе улӑштарса килет, вара ӗҫсе ӳсӗрӗлет, юрӑсем юрлать, унтан мана хӗнеме тытӑнать. Кит халь хӑй тапӑнчӗ, ун вилес умӗнхи ҫапкаланӑвӗ хӑрушӑ пулас пек туйӑнчӗ. Алексее хӑй ҫӑмӑл ухатапа йӑпаннӑшӑн ҫав тери намӑс пек пулчӗ, вӑл хӑйӗн питҫӑмартисем шлем айӗнче пӗҫерсе, тарласа кайнине туйрӗ. Гимнастёрка вӗҫҫӗн кӑна, ҫара пуҫӑнах, вӑл крыльца ҫине, вичкӗн ҫил ҫине тухса тӑчӗ те нумайччен инҫетелле, ним курмасӑр пӑхса тӑчӗ… Манӑн кутӑнлӑхӑм эпӗ сирӗнпе мӗншӗн ҫавӑн пек чӑрсӑр тата ӗлӗк кӳрентернине мӗншӗн манма пултарайманни ҫинчен каласа ӑнлантарса парасси пулать. — Вӑтанаҫҫӗ, — терӗ Мария Богдановна. — Ӑҫтан унта сире ырӑ пулса ҫитерӗн? — Леноре фрау! Ун хыҫҫӑн кометӑсене паллӑ астроном Кеплер вӗренме тытӑннӑ. Хӑшпӗр ҫынсем хӑйсене хӑйсем шутсӑр вӑр-вар ҫаврӑнакансем тесе шутлаҫҫӗ-ҫке… Вӑл алӑка шаплаттарса хупрӗ, Игнатенока ҫапла каласа хӑварчӗ: — Текех ан мутала ҫавна! Хӑй каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ӗнтӗ вӑтӑр ҫул хушши этем пурнӑҫне аванлатас тӗлӗшпе пӗтӗм ӑс-хакӑлӗпе тимлӗн шутласа ӗҫлет. Ӑна ӗҫлеме икӗ пысӑк пӳлӗм уйӑрса панӑ. Файло судра хӑйне хӑй чӑрсӑр тыткаларӗ, намӑса пӗлмесӗр кулкаласа тӑчӗ. Вӑл — ку ӗҫе халӑх сучӗ пӑхса тухассипе, халӑх сучӗ Корчагина, унӑн пуҫне ҫапса шӑтарнӑшӑн, ирӗксӗр ӗҫ памалла тӑвассипе хӑратрӗ. — Ку пурте аван, — терӗ Джордж, — анчах пирӗн карап ҫук пулсан, ылттӑна мӗнле илсе кайӑпӑр-ха эпир? Эпӗ ӑна вӑл уҫӑлса ҫӳреме кайни ҫинчен каларӑм. Ун чухне вӑл хресченле тумланнӑ пулнӑ, — йӗрлесе пыраҫҫӗ хайхисем, — сасартӑк хӑйсен умӗнче курах каяҫҫӗ — кама тейӗр? — ҫӑхана! Хресченӗн йӗрӗ те пулин ҫук… Куркине сӗтел ҫине лартса, вӑл турӑшсем умне шӑплӑн чӗркуҫленчӗ. Эсир мана ӗнентертӗр ӗнтӗ — Телей бухтинче ҫурт-йӗр ҫавӑрма тытӑнмалла. Ма вӗсем унталла кайман? Тахҫан вӑл хӗрарӑм мӑнастирне пӑхакан игуменйӑ пулнӑ, анчах пӗррехинче, мӑнастир «республикинче» «пӑлхану» хускатса ярсан, ӑна вырӑнтан кӑларттарнӑ пулнӑ та, авторитечӗ тесен халиччен те тытӑнса тӑрать-ха. Анчах ҫапах та кӑшт шухӑшласа тӑрсан, вӑл калаҫма тытӑнчӗ. Эпӗ санран чылайрах пурӑннӑ, ҫынсене лайӑхрах пӗлетӗп… Мария Яковлевна, алӑка шакканине илтсе, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те кӗме чӗнчӗ. Луччӗ эпир Дольре халӗ мӗн пулса иртни ҫинчен каласа парӑр. Ылтӑн тӗслӗ кӑпӑшка ҫӳҫ пайӑркийӗсем ун хӗвел ҫинче йӑлкӑшнӑ. — Тавах турра, ҫук-ха… — Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ юлашкинчен Том. Вӑл, Изот тата Панков каҫсерен пирӗн пата пыраҫҫӗ те, час-часах Хохол ҫутҫанталӑк мӗнле тытӑнса тӑни ҫинчен, ют государствӑсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен, халӑхсем хушшинчи революцилле хумханусем ҫинчен каланисене итлесе ҫурҫӗрчченех лараҫҫӗ. Вӑл пур, калмӑк кӗсри, кӗҫенчӗ ячӗ. Пӗлет пулас. — Ҫав хӗрарӑмсем халӑха кураймаҫҫӗ. Пӗр курайми пулнӑ хӗрарӑм вунӑ арҫынна тӑрать. Ӑна вӑратсассӑн, вӑл хӑй вилнӗ пулӗ, ҫаксем пурте кунта мар, леш тӗнчере пулӗ тесе шухӑшланӑ. Ҫак кунсенче манӑн питӗ пысӑк телей пулчӗ: мана Сталин патне чӗнсе илчӗҫ. Ку санпа пулма пултараймастчӗ ҫав ӗнтӗ. — Куратӑр-и, ырӑ ҫынсем, мӑйракаллӑ шуйттан мӗнле вӑл? — имшеркке те вӑйсӑр сасӑпа ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи, ҫапӑҫӑва хатӗрленсе тӑнӑ Трофим ҫине тӗллесе кӑтартса. Урапа патне вӑл хуллен кӑштӑртатса ҫитрӗ. Чаҫпе пӗрле чакса килнӗ чух Андрей ӗнтӗ пысӑк ялсем витӗр те, пӗчӗк ялсем витӗр те нумай тухрӗ — пур ҫӗрте те вӑл пӗр япала ҫеҫ курчӗ: хӑйсен тӑван вырӑнӗсемпе кил-ҫурчӗсене пӑрахса, чун-чӗрешӗн мӗн хаклине, ӗмӗрсем хушши пурӑнса мӗне хӑнӑхса ҫитнине пурне те пӑрахса, халӑх шутсӑр хуйхӑрса та пӑшӑрханса, нимӗҫсене ылханса, ушкӑн-ушкӑнӑн хӗвелтухӑҫ еннелле каять. — Беспортев тӗрӗк ҫурӑмӗ ҫине йӑпӑр-япӑр хӑпарса кайрӗ те ик аллипе мӑйӗнчен ыталаса илчӗ. «Аттесем» пурӑнакан тӗттӗм кӗтесри пурӑнӑҫ ҫине ҫапла аякран та инҫетрен пӑхатӑп та — мӗн лайӑххи кирлӗ тата вӗсене? — темелле пек. Ӗҫ те ҫи, хӑвна тӗрӗс те ӑслӑ майпа пурӑнатӑп, тесе шутла. Башня леш енче, каҫхи тӗтре ӑшӗнче, ҫӑра вӑрман тӑрӑхӗ хуран курӑнать: ку — Фушер вӑрманӗ. — Ӑҫта курнӑҫса калаҫасси ҫинчен ҫавӑнта шухӑшласа пӑхӑпӑр-и вара эпир? — Епле апла — хутшӑнман? Эпӗ ку сӑмахсене вулакан хам лекнӗ улӑп ҫынсем пит илемсӗр тесе шухӑшласран анчах калатӑп. — Дик, пӑх-ха Дингӑна! — терӗ Уэлдон миссис. Коммунистсем ЧОН ротине пӗрлешеҫҫӗ. Рота командирӗ Дубава пулать. Ҫивчӗ сӑмах калас тӗлӗшӗнчен питех те маттур пулнӑ Попович. Куҫӗ йӑлкӑшса кӑна тӑрать. — Ҫӑва патне эсӗ хӑвӑн вутӑшусемпе! Мана, скульптора, мӗне кирлӗ ҫав сивӗ фантазин хӑраса ӳкнӗ йӑхӗсем! ҫав хӗллехи тӗксӗм каҫсенче, пӑчӑ пӳртре ҫуралнӑ сӑнарсем-и? Тухса ҫӳреме урӑх алӑк ҫук. — Этем обществи ҫутҫанталӑкран вӑйлӑ пулмалла тесе калатӑн, — терӗ юлашкинчен Симурден. — Ик-кӗ-мӗ-ӗш… Килте пурӑнма пуҫларӗ, анчах килте те лӑпланса пурӑнаймарӗ: ҫав тери ларма-тӑма пӗлменскер, — чӑн-чӑн пӑрҫа ӗнтӗ. Алӑкран хура ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ, хитре кӑвак куҫлӑ та курпун сӑмсаллӑ ача кӗрсе тӑчӗ. Хамӑрпа пӗрле пӗр-пӗр вӗрен илнӗ пулсан, кам пӗлет, манӑн пурнӑҫӑм урӑхла йӗрпе чупӗччӗ-и, тен. Ӑҫтан пӗлес, тен, кӑткӑ йӑви пӗтӗмпех шыв ӑшне юлнӑ, вара ун ӑшӗнчен тӑррине шӑтарсан та — кӑна тума ҫӑмӑл та хӑвӑрт пулин те — тухма май ҫук пуль. — Чӳрече патне пыратӑн та шаккатӑн, унтан мӗн те пулин кӑшкӑратӑн. Иван Павлыч! Эпӗ сана парне парӑп. Мересьевпа Петров хӑйсен пирвайхи вӗҫевӗнче юнашарах, мӑшӑррӑн пычӗҫ. Сывлӑшра ирттернӗ кӗске вӑхӑт хушшинчех, Петров хӑйне ертсе пыраканни питӗ ӑста вӗҫме пултарнине курчӗ; Мересьев та, ҫул ҫинче кӗтмен ҫӗртен юриех темиҫе ҫӳллӗ вираж туса илнӗскер, хӑй ертсе пыракан лётчик лайӑх курма, ӑнланма пултарнине, унӑн нервисем ҫирӗп пулнине асӑрхарӗ. — Эй, эсӗ, сысна! — тесе кӑшкӑрать вӑл буфетри прислугӑна. Эпӗ пуҫ тавра кӑшт шухӑшласа илме ӗлкӗртӗм. Вӑл ытларах та ытларах шухӑша кайрӗ. Шыв патне каяр! Ишекен ҫурт Утрав тӑрӑх пӑхса ҫӳренӗ чух эпӗ пӗр вырӑн асӑрханӑччӗ, халӗ манӑн ҫав вырӑна тепӗр хут кайса курас килчӗ; Эпӗ сана райисполком лашисемпе ӑсатса яма хушӑп. Мӗн кирлӗ, э? Эсӗ акӑ халӗ Николай Антоныч сана Катя пирки кӑларса ярасшӑн, терӗн. — Марина, тӑна кӗрсем! Тӑнсӑр шуйттан, шанчӑксӑр идиот эсӗ! Асли вара, килӗшет пулсан, ман сыхлавҫӑсен йышне тӑма пултарать. Шанчӑка ҫухатнӑ вельможӑна тивӗҫлӗ наказани панӑ та вырӑнтан кӑларнӑ. Пӑлхавҫӑсем, ҫав юлан утсем хыҫҫӑн тата урӑх нимӗн те курӑнмасть-ши тесе, пӑшӑрханса пӑхса тӑчӗҫ. Урӑх нимӗн те курӑнмарӗ. Хӳме айне хӗвеле, кайӑк-кӗшӗксене, пӗлӗте ахальтен ӳкерсе хуман ӗнтӗ эпӗ! Хӑлхасӑр Васька мӑшкӑлласа кулать: «Тепӗр ҫултан кил, мучи, ҫеҫен хирте пурӑнӑпӑр, пӗрле пӑтӑ ҫийӗпӗр. Питрав кунӗ хыҫҫӑн эпир пиччепе ыраш ҫулма тухса кайрӑмӑр. Вӗсем ҫавӑнтах пӗр-пӗрне килӗштерчӗҫ те калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑл, французла питӗ начар пӗлекенскер, тытӑнчӑклӑн калаҫса, хамӑн тусӑм фон Дöнгоф барон хушнипе килтӗм; сирӗн Дöнгоф баронран, ӗнер ӑна мӑшкӑл туса вӑрҫнӑшӑн каҫару ыйтмалла пулать, фон Занин барон каҫару ыйтасшӑн мар пулсан, фон Дöнгоф барон ӑна хирӗҫ тухма хатӗр, тесе пӗлтерчӗ, Санин ӑна хӑй каҫару ыйтма шутламанни ҫинчен, анчах хирӗҫ тухма хатӗрри ҫинчен ответлерӗ. Сидоровпа ытти денщиксем мана унӑн ҫавӑрӑнӑҫусӑр аллисенчен туртса илчӗҫ, анчах ҫавӑн хыҫҫӑн вара эпӗ офицерсен кухнисем тӑрӑх чупса ҫӳреме хӑймастӑм. Бурмистр Михайла Викулов пур, приказчик ҫук. Ҫук ӗнтӗ, тинех пурӑнса пулмасть, вилӗм кӑна юлать… Паян тесен ҫӑмӑллӑн вилме пулать, ҫак хулан пархатарлӑ ишӗлчӗкӗ айне пулса чаплӑн вилме те пулать. Туземецсем шыва пӗвелеме тапратрӗҫ, пӗве шыва пӳлет те ӑна вӑхӑтлӑха Казонде айлӑмнелле ярать. Володя хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнинчен, кӗлеткине хускаткаланинчен тата ман ҫине те, ыттисем ҫине те шиклӗн пӑхкаланинчен хам йӑнӑшнине сисрӗм, ҫапах ҫур бутылка илсе килсе пачӗҫ те, эпир ӑна савӑнсах ӗҫрӗмӗр. Халӗ ӗнтӗ кунне икшер хут кӗрсе тухакан та пулчӗ — ҫав майпа эпир Николай Антонычпа Ромашка ҫинчен яланах ҫӗнӗ хыпар пӗлсе тӑраттӑмӑр. — Мӗншӗн тесен, Жухрай кунти ҫын. Ҫар лагерӗнче разведчикре служить тунӑ Спэнглер ответленӗ: — Нумайӑшӗ халь темле пӗлмелле мар пек, анчах ҫапах та ӗнтӗ эпӗ уҫҫӑнах пӗлетӗп: вӗлерессине ӗнтӗ ҫакӑнта вӗлернӗ. Ҫурӑмӗсем хыҫӗнче пушӑ кутамккисемпе тӗтӗмленсе хуралса ларнӑ котелоксем тата каскӑсем ҫапкаланса пыраҫҫӗ. — Мӗнле апла? Халӑха унталла-кунталла тӗртсе ярса, полицейскисем оратор патнелле ыткӑнчӗҫ, лешӗ вара, пур енчен те хупӑрласа илнӗскер, аллипе сулса кӑшкӑрчӗ: — Сывӑ пултӑр ирӗклӗх! Хамран: мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ? тесе ыйтсан, ҫапла ответлетӗп: эпӗ хам мӗн пирки шухӑшлани ҫинчен шухӑшлатӑп. — Кам тата хӑй? Инҫетре, флангсенче, мӑн ҫулсем патӗнче, халӗ те-ха тупӑсем кӗрӗслетеҫҫӗ, ҫывӑхра вара, йӗри-таврах — батальон тӑнӑ рубежра — шӑпланӑҫем шӑплансах пычӗ. Ахаль шӑплӑх мар ку, Ржев таврашӗнчи ҫын ҫӳремен вырӑнсенче ҫеҫ пулакан ӑрасна йышши шӑплӑх. Чӳлмекки чӑл-парах саланса кайрӗ, ун катӑк-ванчӑкӗсем айӗнчен сывлӑш шӑхӑрса тухрӗ, Щукарь мучи йӗклетсе илчӗ, ҫӑмӑллӑн, хӑвӑрт-хӑвӑрт хашкаса, сывлама пуҫларӗ, банкисене пӗр чӑрмавсӑрах хӑйпӑтса ывӑтрӗ. — А эсир тивӗҫсӗр калаҫатӑр, — терӗ ӑна майор. Хӑй мӗнпе те пулин килӗшмесен, ун ҫинчен ҫавӑнтах систерсе хурать. Икӗ ҫамрӑк хушшинче тахҫантанпа пӗр-пӗринчен суя-ирӗкпе вӑрттӑн тӑрӑхлас йӑла пуҫланнӑ, ку йӑла, вара яланах пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑр пулнине, е пӗр-пӗрне шанманнине пӗлтерет. Ромашов ман ҫинелле ӳпӗнчӗ, аллӑмран ярса тытрӗ. Эпир ҫил-тӑвӑлтан тарса хӑтӑлас ҫук, анчах хӑрушлӑхӗнчен хӑтӑлса юлма пултаратпӑр. Выртма хывӑннӑччӗ ӗнтӗ хӑй, ҫапах та пӳлӗмӗнчен тухса Серафима пике патне ҫитсе кӗчӗ. — Пике, эс пӗлетне тухтӑр ҫав каҫхине ӑҫта пулнине, ун ҫинчен вӑл мӗншӗн бее каласшӑн пулманнине пӗлетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл чӗтрекен сасӑпа. Галерея айккисенче сийлӗ чулсем, известь тата авалхи хӗрлӗ хӑйра чулӗ электричество ҫутинче йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ. Эпӗ пӗлетӗп, эпӗ сисетӗп, эсӗр ман арӑм пулма пултарнӑ пулӑттӑр, анчах эпӗ телейсӗр чун… эпӗ авланнӑ! Анчах тӗлӗнмелле чӑтӑмлӑ! Хлебников унтер-офицер ҫине ҫухалса, сапаланса кайнӑ куҫсемпе пӑхать. Вӑл кӑна ахаль ҫеҫ, хӑйӗн тӑн-пуҫӗ арпашса кайнине пула ҫеҫ курӑнакан япала пулӗ, тесе шухӑшларӗ. Лар!.. — «Таса мар пулсан, пыл хурчӗсем те пурӑнман пулӗччӗҫ», — терӗ вӑл ассӑн сывласа. — Уншӑн пурне те ӗнсерен параҫҫӗ… Лӑпланма пӗлмен, боевой ӗҫ ҫинчен ӗмӗтленекен инвалида пурте хӗрхеннӗ, ӑна татӑклӑнах: «ҫук, пулмасть» тесе калама никамӑн та чӗлхе хускалайман, ҫавӑнпа та ӑна кадрсен пайӗнчен формировани пайне, сӗтел патӗнчен сӗтел патне янӑ, ун майлӑ пек пулнӑ та, комиссисене ӑсатнӑ. Хам каланӑ май, эпӗ чарӑна пӗлми хавхаланса тӑтӑм. Пӗтре вара козак! Паллах, ҫак кая юлнӑ монарх ырӑ ӗҫсемпе усал ӗҫсем ҫинчен тӗшмӗшле ӑнланакан шухӑшсене пӗтӗм этемлӗхе тӗслӗх вырӑнне сӗнме ҫук. Пӗрре вӑл хырӑмне аллипе тытса, выртса кӑтартать, тепре аллисене сарса ярса малалла тапса сикет. — Казбич мӗншӗн вара ӑна вӑрласа каясшӑн пулнӑ-ха? Вырӑссемпе вӑл хӑйне ирӗклӗнрех тыткалать, хӑйӗн кӑмӑлне ирӗк парать, хӑйӗнчен те, вӗсенчен те тӑрӑхласа калаҫать, анчах ку унӑн пӗтӗмпех те питӗ лайӑх: тирпейсӗр те, вырӑнаҫуллӑ та тухать… Ӑҫтан пулса каяҫҫӗ-ха вӗсем? Ун пуҫӗнче шӑпах ҫав вӑхӑтра тӑхӑнакан ҫаврака та сарлака ҫунатлӑ, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ шлепке. Ӑна усса ярсан, вӑл хресченсен шлепки пекех курӑнать, анчах ӑна ҫарта тӑхӑнакан шлепке тума та пулать: хӑрах хӗррине хӑпартса кокардӑллӑ петлицӑпа ҫеҫ тирсе хумалла. — Кирек кама та тарӑхтарӑн эс, ҫынни ҫавӑн пек эс, Никита, — терӗ вӑл йӑваш сасӑпа. — Ҫитӗ сана, Иван Кузмич, суйма, — пӳлсе лартнӑ ӑна комендантша, — эсӗ, канашлу пухса, мансӑр пуҫнех Емельян Пугачев ҫинчен калаҫасшӑн пулмалла та, ҫук, улталаймӑн! — Генерал шинельне йӳле ярса пӳртелле кӗрсе кайрӗ. Походсенче, крепоҫре ӑна аван пулчӗ; анчах пӗр ҫакӑнта анчах, Ерошка мучин ҫуначӗ айӗнчен ҫеҫ, хӑйӗн вӑрманӗнчен, станица хӗрринче ларакан хӑйӗн пӳртӗнчен ҫеҫ, тата уйрӑммӑнах Марьянкӑпа Лукашка ҫинчен аса илсен, ӑна ӗлӗк хӑй пурӑннӑ суя пурнӑҫ уҫҫӑнах курӑнчӗ; ҫав суя пурнӑҫ ӑна ун чухнех тарӑхтарнӑ пулнӑ ӗнтӗ, халь вара калама ҫук ирсӗр те кулӑшла туйӑнчӗ. Аслӑ ывӑлӗ, Александр, хулари комсомолӑн пӗр райкомӗн секретарӗнче ӗҫлет. Блузӑн сарлака ҫаннисем хулпуҫҫисем патнеллех анса кайнӑ. — Ҫапла. — Акӑ вара маншӑн вӗсем питех те хаяр ят панӑ ҫак вӑхӑт килсе ҫитет, — ӑна итлемесӗрех, малалла калаҫрӗ Назанский. Нивушлӗ унӑн ҫав туйӑм пӗр тумлам та ҫук? — Канӑҫ кирлӗ, — терӗ Яхно. Тен, хушса парас? — ыйтрӗ, сӗтел хушшинчен тӑрса, капмар, акӑш-макӑш мӑнтӑр стрепке. Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм. Чансем ҫапма чарӑнман-ха. Ҫавӑнтах унӑн сӑнӗ ҫутӑлса кайрӗ, вӑл, Яков ҫине хӗрес хывса илсе, ӑна кӑларса ячӗ: — Кай, Солененький! — Вӑл тата сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ тӑлӑпна эсӗ ӑҫта кайса чикнине курмасть-и? — кил хуҫи каланӑ сасӑпах, пӗр шӳтлемесӗр, ыйтрӗ Демка. Икӗ пин ҫул ӗлӗк унӑн ҫичӗ ҫӑлтӑрлӑ ушкӑнӗ мӗнле вырнаҫнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех; тата темиҫе пин ҫултан та вӗсем ҫавӑн пекех вырнаҫса тӑрӗҫ. Батальон комиссарӗ ӑҫта? — Ҫав пыршӑ-пакарта пирки тухнӑ ухмах историшӗнех чӗнеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл хут татӑкне Вальӑна тыттарчӗ; лешӗ ҫавӑнтах вулама пуҫларӗ. Сан шутупа, мӗн, хутаҫ ҫакса тухса кайни авантарах-им? Ҫук, господин, эсир ӑна ан итлӗр. Пит хӑвӑрт чупса килни, хӑрӑлтатса сывлани илтӗнчӗ. Нумайранпа асапланатӑн-и? — «Унта Софрон патӗнче ҫӗр выртма». Рота-а… «Дункана» ҫӑлассине шанма пӑрахрӗҫ. Бен Джойс кайнӑранпа пилӗк кун иртсе те кайрӗ. Яхта Туфольд бухтине ҫитсе тӑма тивӗҫлӗ, тен вӑл бандитсен аллине те ҫакланчӗ пулӗ? — Итлӗр-ха эпӗ каланине, сэр, — тесе пуҫларӗ Джон Мангльс. Ҫӳлелле кармашакан этемӗн пӗвӗ хутшӑнать… Чӑпӑрккасӑр утса пытӑм, ӑна сӑмсаран ачашлатӑп, вӑл ман хул пуҫҫи ҫине пуҫне хучӗ те ассӑн-ассӑн сывлать… «Вӗсем чееленсе усал ӗҫ тума шутлаҫҫӗ пулас-ха, нумайлӑха кайман вӗсем кунтан», — терӗ. Вӑл ҫилӗпе тулса ҫитнӗ, хӑйӗн зоилне «упа» тесе тата «провинциал» тесе чӗне пуҫланӑ. Пичӗсем салхуланчӗҫ; эпӗ Сен-Жерома епле ҫапни тата мана ҫавӑтса тухни ҫинчен аса илсен, вӑл кулса ячӗ те илемсӗр шӑлӗсене кӑтартрӗ, вара йӑмӑкӗсем те кулса ячӗҫ те илемсӗр шӑлӗсене кӑтартрӗҫ. Вара Александр Владимирыч калаҫма пуҫларӗ: эпир мӗншӗн пухӑннине мантӑмӑр пулмалла, тет; уйӑрӑлни, паллах ӗнтӗ, ҫӗр хуҫисемшӗн усӑллӑ, анчах, чӑннипе ӑна мӗншӗн тунӑ-ха? Анчах уессемпе ялсенче ҫав вӑхӑтра тата та вӑйлӑрах савӑнӑҫ пулнӑ-и, тен. Кайрантарах вӗсем иккӗмӗш тупӑ туртса илнӗ; вӑл тупӑ кӗпҫи ҫине турӑ амӑш сӑнарне ӳкернӗ, ку тупӑ тӗн вӑрҫинчен юлнӑскерех пулнӑ. Ҫав туппа вӗсем «Мари-Анна» тесе ят панӑ. «Макари» команди капитан мӗн тунинех тӑвать, ҫавӑнпа та, тӳрех каламалла, Туфольд бухтинчен ҫӳрекен «Макари» пек пысӑк тимсӗрлӗхпе палӑрса тӑраканни урӑх пӗр карап та ҫук пуль. Сана пирӗн хутора килме никам та чӗнмен, эпир, турӑ пулӑшсан, сансӑрах мӗнле те пулин пурӑнӑпӑр. Ҫӗҫӗ тӑсса панӑ ӑна аслӑ мӑчавӑр. Анчах халӗ вӗсем хӑйсемпе пӗрле е янӑравлӑ тӑри юррине, е симӗслене пуҫланӑ хурӑн ҫулҫисем чӑштӑртатнине, е юханшывӑн вӗлтӗр хумӗсен сассине илсе килеҫҫӗ. — Ҫапла, провинцисем. Вӑл та хитре, ӗҫчен те, нимӗн те хурласа калаймӑн, пирӗн Донкӑран начар мар. Эпир ерипен килтӗмӗр. Лешсем куҫхаршисене ҫӗкленӗ те нимӗн те каламан. Ярмола питлӗх умне кукленсе ларнӑ та кӑмакари кӑвара пӑтратать, эпӗ хам пӳлӗмӗн хире-хирӗҫ кӗтесӗсем хушшипе каллӗ-маллӗ утатӑп. Ҫырма тӗпӗнче тӗттӗмрех-ха, унтан шурӑрах тӗслӗ тӗтре хӑпарать; ҫырман тӑмлӑ чӑнкӑ аякки тӗттӗм те ҫара, тӗпӗпе аяккине, сӗвекреххине, тӗксӗмленсе кайнӑ курӑк тата сарӑ, хӗрлӗ ҫулҫӑллӑ ҫӑра тӗмӗсем хупласа тӑраҫҫӗ; уҫӑ ҫил ҫулҫӑсене татса илсе ҫырма тӑрӑх вӗҫтерсе тӑкать. — Тавтапуҫ. Хӑй ҫаплах ҫиллес, ниҫта кайса кӗреймест. — Ҫук, аппа, — тет Том, — вуннӑ пулма пултараймасть. Масара сад вырӑннех шутлама пулать. Хупаха каяр! — терӗ вӑл. — Шӑпах сирӗнпе. Кунта ҫав тери аван. Сестра шуралса кайрӗ, термометр ун аллинчен тухса ӳкрӗ те, ртутӗн йӑлтӑртатакан вӗтӗ тумламӗсем паркетлӑ урай тӑрӑх кусса кайрӗҫ. — Ха! Ӑҫта йышлӑн купаланса пурӑнаҫҫӗ — унта водопроводсем те, канализаци те, электричество та кирлӗ. — Ҫитетпӗр! — урса кайнӑн кӑшкӑрса илчӗ те вӑл, унӑн кӑштах хӗсӗннӗ куҫӗсем кӑвакрах ҫутӑпа ҫиҫсе илчӗҫ. Мӗн те пулин калама хӑтлансан, вӑл тутисемпе кулӑшла чӑплаттарса, ӗнӗрлесе ярать. — Акӑ вӑл юнашарах, аллуна тӑссанах ӑйӑ лекетӗн. Эпӗ вара ӑна кашни кунах, мӗн шкултан вӗренсе тухичченех, ҫуса тасататӑп. Эпӗ месерле выртса турпас таткипе тусанне, таса мар вырӑнсене хыра-хыра илетӗп, унтан щеткӑпа, тутӑр татӑкӗпе шӑлатӑп. Хам лачкам шыва ӳкетӗп. Касторка шӑрши кӑмӑла пӑтрантарма пуҫлать… Паллах ӗнтӗ, эпир пӗрре те пулас летчиксем пек мар. Вӗсене эпӗ куркаланӑ та, сӑмахран, акӑ, штыксемпе чикӗшсе пӗтӗмпех ала пек шӑтса пӗтнӗ, хӑй ҫапах та хӗҫӗпе юнать-ха, — штабс-капитан пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫӗре урипе тапрӗ те малалла калама пуҫларӗ. Ҫук, сирӗн Дингӑна ҫав териех мухтамалла мар: азбукӑна пӗлни пӗрре те ун тивӗҫӗ мар. Халлӗхе зоологире хӑй вырӑнне йышӑнайман, «хут пӗлекен» йытӑсен Ҫӗнӗ Зеландири canis alphabetias йӑхӗнчен ҫеҫ вӑл. — Эсир ман сасса илтнине эпӗ сирӗн пит-куҫранах асӑрхарӑм, анчах эсир ман енне ҫаврӑнса та пӑхмарӑр, ҫаплах кӗлтурӑр. Сана каланӑ вӗт ӗнтӗ ҫук тесе. — Эсир манӑн отношение, эпӗ хама мӗнле тыткалама хӑнӑхнине, вексель пысӑк суммӑллӑ пулманнине тата манӑн ытти ӗҫсене те пӗлетӗр; ҫитменнине ҫемьере хисепе тивӗҫлӗ вӑрттӑнлӑхсем пур, ҫемьери лӑпкӑ пурнӑҫ ҫав тери таса япала, ӑна êtres sans coeur ҫеҫ ӑнланмаҫҫӗ, сире вӗсен шутне кӗртме манӑн нимле салтавӑм та ҫук! Сехет маятникӗ кашни самантрах футляр кантӑкӗ витӗр пӑха-пӑха илнӗ, вӑл, тӗксӗммӗн ҫуталса кайса, типӗ те ӗшенчӗк сасӑ парса, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла кӗре-кӗре пытаннӑ. — Историллӗ ҫыннӑн хӗрӗ, ҫыннине эпӗ хам та пите лайӑх пӗлеттӗм, — терӗ Вышимирский мухтанарах. Лось итлет те илтмест, — Гусев ҫине ӗмӗтленӳллӗн тӗмсӗлнӗ. Ҫав кӳме ҫинчен пурте манса кайнӑ, вӑл генисем ҫырнӑ кӗнекесемпе ученӑйсен сӑнӗсем хушшинче темиҫе ҫул йӑваланса выртнӑ. — Мӗншӗн тесен гаучосем йӑваш хресченсем кӑна. — Эсӗ ху мӗнле? Эпӗ кӑна пӗлсех тӑтӑм. Любовь чӳрече патӗнче ашшӗн чӑлхисене тӳрлетсе ларнӑ, пуҫӗ ун ӗҫ ҫинелле усӑннӑ. — Хӑй айӑплӑ — ан вӗрилентӗр. Ҫаксене пурне те вӑл хресчен чӗлхипе каланӑ; анчах хресчен хӗрӗсем хушшинче Алексей халиччен курман-илтмен шухӑшсемпе сисӗмсем ӑна шалтах тӗлӗнтерсе янӑ. Фома йывӑррӑн сывласа илнӗ те:— Эх, селтерски пулсанччӗ… — тенӗ. Ман урӑх тӳсме пулмасть. Шӑхӑркаланӑ май, эпӗ Прибалтийскийӗн иккӗмӗш фронт линийӗпе ялавсем куҫара-куҫара тиретӗп. — Ҫук. Мӗнле тет-ха. Килет. Вӑл килетех, тӑванӑм. Анчах, куратӑр-и, фаэтонра вырӑн ҫукрах. Нумай вӑхӑт тухмасӑр пурӑнма тивнине Половцев ҫӑмӑлрах тӳссе ирттерет-ха, вӑл хӑйне лӑпкӑрах тытнӑ пек туйӑнать, анчах Лятьевскин тӳсӗмӗ ҫитменни палӑрсах тӑрать тата кашнинчех хӑйне евӗрлӗ палӑрать: е, хӑй умӗнчи стена ҫине сӳннӗ куҫпа пӑхса, талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест вӑл, е чарӑна пӗлмесӗр пакӑлтатать, ун пек чух вара Половцев, шӑрӑххине пӑхмасӑр, буркипе пуҫ ҫийӗнченех витӗнсе выртать, вӑхӑт-вӑхӑт унӑн, ура ҫине тӑрса, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларас та Лятьевскин тирпейлӗ туранӑ пуҫне касса ывӑтас килет. Вӗсенчен пӗри — уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Ефим Трубачев, хулӑн туталлӑ тӗреклӗ арҫын, атаманец ывӑлӗ, пӗр чалӑш ҫӳлӗшскер, хӗрарӑмсене тӗрткелесе сирсе, сцена ҫине улӑхса кайрӗ. Халь вӑт эпир сирӗн пата хамӑр полк ӑҫта тӑнине пӗлес тесе кӗрсе тухас терӗмӗр. Апла вӑл мӗншӗн ҫынла калаҫмасть? Совет влаҫӗн… Арӑмӗн вилӗмӗ Игнатӑн ҫӑра та тӗксӗм сухалне кӑвак пӗрчӗсем акса хӑварнӑ, анчах халӗ ӗнтӗ унӑн куҫӗсенче темӗнле ҫӗнӗ ҫутӑ, ӑшӑ та ҫепӗҫ ҫутӑ палӑра пуҫланӑ. — Дик мистер, ман юлташсен паттӑрлӑхне, сире чӗререн парӑнса тӑнине шанма пултаратӑр! Акӑ, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек авкаланса, е ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине сиксе ларса, е урасем хушшинчен шуса тухса, хӑйӗн типсе кайнӑ, анчах пиҫӗ те шӑнӑрлӑ ӳт-пӗвӗпе хреснашшӗ тӑрмашать… Ҫав китсем кӑшт хускалкаласанах, Ҫӗр чӗтренсе каять… Масар шӑтӑкӗ умне ҫӗлӗксӗр, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, хура куҫ харшиллӗ, шуранка сӑнлӑ, ҫӳллӗ ҫамрӑк ҫын тухса тӑчӗ. — Тӑватпӑр. Пурте пулӗ пирӗн: чиркӳ те, масар та, шкул та тӑвӑпӑр, больница та пулӗ, тӑхта пӑртак! — Эсӗ художник, уйрӑмах тата юрлакан артист пулсан, — ҫирӗплетрӗ вӑл хӑйӗн шухӑшне, аллисене ҫӳлтен аялалла хӑвӑрт сулса: — кирек мӗн пулсан та пӗрремӗш вырӑнта тӑр! Ун ҫине тинкерсе пӑхрӑм та эпӗ сӑмах хушмарӑм. Этемлӗх обществи тӑвар. — Тупӑннӑ епле командёр. Вӗсен хушшинче курсантсем те чылайччӗ, пӗр виҫҫӗшне эпӗ хӗпӗртесех палласа илтӗм, вӗсем ман пионер-отрядра тӑратчӗҫ. — Мана ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ — вӑрҫӑ пӗтиччен пурӑнса ирттересчӗ. Ют ҫӗршывсенче халь пӗр-пӗр мул хуҫи ҫинчен: «Вӑл ылтӑн хутаҫҫи», — теҫҫӗ. Ӗлӗк-авал ҫавӑн пеккисем ҫинчен:— Вӑл пӑрӑҫ хутаҫҫи, — тенӗ. Магеллан шӑпах ҫав вӑхӑталла шут тытнӑ та инҫе ҫӗре ишсе кайма. Хӗвелтухӑҫӗнчен илсе килнӗ пӑрӑҫ, горчица, имбирь пеккисем пуянсен апат-ҫимӗҫне тутӑ кӗртме яракан хаклӑ япаласем пулнӑ, ҫав япаласем апат-ҫимӗҫе техӗмлӗ тутӑ кӗртеҫҫӗ, техӗмлӗ апат-ҫимӗҫ сывлӑха упраса тытма та пулӑшать. Ун пек япаласене ӗлӗк-авал аптека тарасипе ҫеҫ виҫнӗ, вӗсен кашни пӗрчи, кашни тӗпренчӗкӗ пит хаклӑ пулнӑ. Эсӗ Тӳпе ывӑлӗсенчен хӑратӑн. Туйине пылчӑк ӑшнелле тӑрӑнтарса, завхоз пӗр турткаланса тӑмасӑрах каялла утрӗ, Макариха вара, ҫӑраҫҫи ҫыххине чӑнкӑртаттарса илсе, вирлӗн каласа хучӗ: — Валеҫесси-тӑвасси пулмасть вӑл, хӑта! Шульгович полковник пӗрремӗш рота патне сиктерсе пычӗ. Эпӗ ҫиленетӗп, — тесе хушса хучӗ те вӑл, пит-куҫне вӗҫкӗнленсе чалӑштарчӗ, тутине мӑкӑртрӗ. Ӑна масар хапхи пӑтӗнче хуса ҫитсен, эпӗ хам умра пӗчӗкҫеҫ, типшӗм питлӗ, кайӑк куҫӗсем евӗрлӗ, ҫаврака куҫӗсемпе витӗмлӗн пӑхакан ҫамрӑк ҫынна куртӑм. Елена хуллен кулса илчӗ. Кам та пулин алӑ пусма вӗренейсен, мӗнле лайӑх пулнӑ пулӗччӗ пуриншӗн те. Ҫапла, кӗскен каласан, чылай пысӑк пурлӑх тупрӑмӑр. — Э-э, мӗнле туса хунӑ вӑл! Андрей тӗлӗнсе кайрӗ: Степан Бояркин пӗр талӑк хушшинчех ҫав тери улшӑнса кайнӑ. Ӑҫталла пӑхатӑн? — Халех! — терӗ ӑна хирӗҫ йӗкӗт, унтан: — Революци — пӑлхав-и? — тесе ыйтрӗ. Ултӑ ҫӗр ытла казака — вӑрттӑн каварта пулнӑ рядовой ҫынсене, ҫав шутра Островновпа ывӑлне те. — Уйрӑм канашлура суд туса, тӗрлӗ срока хупса лартнӑ. — Нимӗн те. Унтан ыйткаласа хӑтланнӑ, анчах унӑн отвечӗсене питех шута хуман пулмалла. Чикӗпе Берездов местечки хушшинче тӑсӑлса выртакан сарлака ҫулпа юрттарса пынӑ хушӑра комбат сӑмах пуҫласа ячӗ: — Чикӗре витӗр куҫ кирлӗ. Камоэнс хӑйӗн «Лузиадинче» аслӑ тинӗс ҫӳревҫи ҫинчен мухтаса юрланӑ пирки Паганель ҫакӑн ҫинчен епле-ха пӗлмесӗр пултарӗ? Тӗнчери пӗр япалашӑн та хамӑн ӗнерхи сӑмахсене калла илместӗп эпӗ, — анчах эпӗ юн ӗҫекен ҫын мар!.. — Эй, турӑ! — тарӑннӑн сывласа илчӗ Гаврила. Лось ҫиес тата ӗҫес килнине кӑтартма пикенчӗ. Анчах сасартӑк мана телейлӗ шухӑш килсе кӗчӗ. Пӑшӑрханса калаҫатчӗҫ: — Тен, кам та пулин ҫапса пӑрахнӑ пулӗ ӑна? — Эппин санӑн тӑванусем пирӗн Тогонгана санпа улӑштарса парас ҫук-и вара? Унтан тата камсем патне пытарма вырӑн пурри ҫинчен килте калаҫӑпӑр. — Куҫу мӗнле? Нимӗн лайӑххине те курмастӑп эпӗ кунта. Хуйхӑ чылай курнӑ эпӗ, тен, ман ҫылӑхсене каҫарӗ те. — Эпӗ. Анчах унӑн куҫӗсем сестра ялав пек ҫӳле ҫӗклесе тытса тӑнӑ виҫӗ ҫыру ҫине ӑмсанса, ҫав тери пысӑк шанчӑкпа пӑхрӗҫ. Чугун ҫул тӑрӑх Подольск станцинелле пӗр бронепоезд ерипен шӑвать, вӑл татти-сыпписӗр тупӑсенчен персе пырать. — Пурте районта, Ленӑпа иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр. Акӑ вӗсен куҫӗсем тӗлме-тӗл пулнӑ, — Медынская вара ҫавӑнтах пуҫне уснӑ. — Ут, ама йытӑ ҫуратса янӑске-е-ер!.. — Игнатенок карчӑкки ура тапса кӑшкӑрать. — Чарӑн, Бекки, ан макӑр. Ҫити-ҫитмен меслетсӗр йывӑр пурӑнӑҫ, мӗнпур вӑйне хурса, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ӗҫлесе тупнисенчен хӑйне пӗр хӗлхемне илмесӗр, мӗнпурне шӑлнӗ ҫине ярса пырса, ҫапла вӑл уншӑн амӑшӗ вырӑнӗнчех пулса тӑчӗ. — Эсир хута кӗрессе шанатӑп, Мария Николаевна, Петр Васильевич, — терӗ вӑл аннеҫӗмпе аттене, юрланӑ пек тӑстарса. — Мӗн тӑвас! Сылтӑм шухӑшлӑ чехсемпе французсем уйрӑм ушкӑнсене пӗрлешеҫҫӗ. Йывӑҫне те ахалех пӑсас мар, турачӗсем те пӗр пекрех пулччӑр тесе, Андрей туратсене васкамасӑр, суйласа, тирпейлӗн хуҫа-хуҫа илчӗ, Марийки хыпаланнипе кушӑркаса кайнӑ ҫулҫисене сӑтӑра-сӑтӑра илсе епле май килне, аплипех яра-яра илсе хуҫрӗ. Акӑ ӗнтӗ эпир тӗттӗмре тӑратпӑр, сасартӑк Джим кравачӗ айӗнчи шӑтӑкран икӗ йытӑ сиксе тухрӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн татах темиҫе, пӗтӗмпе вунпӗр йытӑ пуҫтарӑнчӗ, ҫаврӑнкалама та вырӑн ҫук. Унтан, аяккарах куҫса ларса: — Эсир ҫакна каланӑ чух, ман яланах чун савӑнать, ҫамрӑккӑн, таса чӗрепе калатӑр… — Артём килет халех. Чӑнах та, юлашки мильӑсенче ҫӗрӗн-шывӑн сӑн-сӑпачӗ улшӑнчӗ: тӑвайккисем сӗвекрех, ҫӗр нӳрӗ. Эпир Европӑна метеор пекех вӑркӑнса кӗретпӗр. Дубковпа Нехлюдов, шинельсемпе тата шлепкисемпе, пӳлӗме кӗчӗҫ. — Эсӗ, хӑвна кура, начар ача та пулӗ, анчах санӑн умӑнта сӑмах паратӑп, нихӑҫан та сана тинӗсре ҫӳреме илсе каймастӑп, мӗншӗн тесен эсӗ пурне те курма юратакансем йышши: пурне те хӑвӑн кӗввӳ тӑрӑх тӑватӑн… Нумай сӑрлӑ, вылянчӑк та эрешлӗскер, вӑл е хӑватлӑ гимн евӗр ҫӗкленсе шӑнкӑр шыв юххи пек шӑнкӑртатса, е чуна пырса тивекен салхулӑхпа вӗҫсе-ярӑнса, янӑраса каять. — Аслӑ та таса ӗҫри юлташлӑх. Темиҫе секундран Андрей та тӑчӗ. Ӗнер тухса тарчӗ вӑл. Райкома, тетӗп. Эпӗ вара — райком секретарӗ Иван Нестеренко. — Ниме те мар! — терӗ ученый. — Кирек мӗнле вӑхӑтра пулсан та, пӗлӗве ӳстерни аван. — Мӗнле-ха эсӗ мана арӑмун пӗр ӗҫне те хутшӑнмастӑп терӗн? Хучӗсене портфеле пуҫтарса чикнӗ май, лӑпланма патне ҫитнӗскер, сӑмах хушрӗ вӑл: — Эпӗ партире тӑман специалист, эсир мана шанмасӑр тӑма та пултаратӑр. — Эге! — терӗ те вӑл, кулса ячӗ. Анчах Оклендран тухни виҫӗ эрне иртсен кит тытнӑ чухне Халл капитанпа ун матросӗсем вилчӗҫ. Каллех Миките хӑй енчен туртаран тытса туртнӑ; Кунашкал калаҫу саманчӗсенче Эвелина та пулсан, ӗҫ йывӑра кайнӑ; ун пек чухне старик чӗнмесӗр тӑма хапӑл тунӑ. Панкратовӑн, Украина комсомолӗн Центральнӑй Комитетне суйланнӑскерӗн, хӑйӗн ӗҫӗсем пулнӑ. Хайхискер Соколов пулчӗ кайрӗ. Дик Сэнд питӗ вӑйсӑрччӗ-ха. Унӑн пуҫӗ пуш-пушах пушанса юлчӗ, асра пӗр вырӑнлӑ сӑмах та ҫук. Макарпа темскерле ытла тӗлӗнмелле япала пулса иртет… — Эпӗ, юлташсем, революци пулнӑранпах партире… Каҫхи тӗксӗм хӑвӑрттӑн шуса килет. Серёжа сад карти патне килмелле. Мана суд турӗҫ, оправдать турӗҫ, вот хӗпӗртенине эпӗ сыпрӑм та… — Сиртен каях юлмӑп-ха, — пӳлӗм хыҫӗнчен ответлерӗ арӑмӗ, шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса; вӑл пӗр самантлӑха ҫынсем ҫине пӑхса илчӗ. — Тупнӑ тата налогсем пирки калаҫма! — Мур илесшӗ! Эпӗ лӑпах ҫавӑн пирки килтӗм вӗт кунта. Унччен эпӗ сунарта пулнӑ. Вӗсем хушшинче кадровӑй службӑра тӑраканнисем виҫӗ салтак кӑна. — Тимур хӑйӗн тӗксӗм кӑвак тӗслӗ ҫанӑсӑр кӗпи ҫинчи тӗрлесе тунӑ ҫӑлтӑрне кӑтартрӗ. Сталин юлташ унпа епле калаҫнӑ-ха? Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр: иксӗмӗре те пире пӗр шухӑш тӗлӗнтерчӗ. Олизар пӗр салфеткӑна, саппун пек, умне ҫакнӑ та теприне, калпак евӗрлӗн, пуҫне тӑхӑннӑ — офицерсен клубӗнчи Лукич повар пулса тӑнӑ. Анчах ҫак Н-ра чухнехи ҫав ирхине, хам та мӗншӗн иккенне пӗлмесӗр: «Е вӑл йӑнӑшмарӗ пулсан?» тенӗ шухӑш пырса кӗчӗ. Пӗрре вӑл хӑй ҫийӗнчи утиялне сирсе пӑрахать те ҫатта-ҫарамас тӑрса юлать, вара, ҫӗрлехи тӗттӗмре хӑйӗн ытарма ҫук чипер кӗлеткине хӑй те курмасӑр, хӑйне хӑй сасӑпах тенӗ пек ятлама тытӑнать. Е тата, ним ҫинчен те шухӑшлас мар-ха тесе, шӑпланса выртать — анчах хӑй пӗрмай шухӑшлать. Ҫунса та ӑшаланса выртать; ир еннепе вара вӑл тимӗрҫе чӑтма ҫук юратса пӑрахрӗ. — Ҫут тӗнчере пурӑнма питӗ лайӑх вӗт? — терӗм эпӗ. Вӑл килни хулари ҫынсене чылаях интереслентернӗ. Ил калле хӑвӑн ҫӑмартусене, халех илнӗ пултӑр. Вӗсенчен пӗри акӑ мӗн каларӗ: — Пӗлесчӗ, паян кама хӗнесе тӑкма шутлать-ши вӑл? Елена ӑна чарасшӑн пулчӗ, анчах шухӑшласа илчӗ те ун пекех каласа хучӗ: — Сывӑ пулӑр! Атту вӗт капла мӗн пулса тухать-ха… офицерсене хисеплеместӗр, эппин, эсир. Эпӗ яла хӗвел аннӑ чух ҫитрӗм те почта ҫурчӗ умӗнче чарӑнтӑм. Вӗсем хушшинче аслӑ Гусевӑн ҫӳллӗ кӗлетки мӗкӗлтетет, унӑн шӑллӗ кӑвакал пек уткаласа ахӑлтатать. — Ҫавӑнпа та пирӗн пата занятисене ҫӳреме пӑрахрӗ вӑл… Вӑл тӗксӗмленчӗ, унтан шӑппӑн кӑна:— Ӗненетӗп, — тесе хучӗ. Эсир ӑна питӗрсе илнӗ пулӑттӑр-и? «Сут тума манӑн тулли права пур! Эпир каҫа питӗ лайӑх ирттерӗпӗр. — Эсир ӑна ҫавӑн чухнех полици управленине сӗтӗрсе кайнӑ пулсан — ну, ӗҫ паллӑ пулатчӗ. Миҫе кун пурӑннӑ, мӗн чухлӗ хурлӑх тӳснӗ вӗсем ун ҫинче! Вӑра эпӗ ӑна пӗтӗмпех чӑннине каласа патӑм. Мӗнрен килет ку: ача чухнехи прозӑлла асаилӳсем — линейка, тӳшек ҫитти, юнтарни ӑс-тӑнра уҫӑмлӑн сыхланса юлнинчен-и, е питӗ ҫамрӑк ҫынсем килти мӗнпур япаласенчен йӗрӗннинчен-и, е кирек хӑш ҫыннӑн та хӑйӗн ҫулӗ ҫинче лайӑх та илемлӗ япалана пуҫласа тӗл пулсан: «Э! кунашкаллине хам ӗмӗр тӑршшинче эпӗ нумай курӑп-ха», — тесе калас ҫитменлӗх пулнинчен-и, — анчах кирек мӗнле пулсан та Володя ку таранчченех Катенька ҫине хӗр ҫине пӑхнӑ пек пӑхмасть-ха. Ҫынсем каллех Гаррис страус тесе ӗнентерме хӑтланнӑ жирафсене курчӗҫ. Эпӗ курсра пулнӑ вӗт-ха, Наташӑн ача ҫуратмалла, питӗ йывӑр лару-тӑру пулнӑ. Петр Васильевич хӑйне хӑй: мӗнпур парӑмсене тӳлесе татмасӑр, атте халачӗсӗр тата парусинӑран хӑй ҫӗлетнӗ пальтосӑр пуҫне, урӑх ним те тӑхӑнмастӑп, хресчен лашисене кӳлнӗ урапапа кӑна ҫӳретӗп, тесе сӑмах парать, ӑна пурнӑҫа кӗртет. Таврӑнӑпӑр. — Иртсе кай… а-ай… малтан! — тесе кӑшкӑрнӑ ҫунаран. Пӑван хӑйӗн вилнӗ ҫын пичӗ пек шурса кайнӑ пичӗпе Монтанелли еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Старик сылтӑм еннелле, ҫавӑн пекех уҫҫӑн курӑнакан Багер-Пикан чиркӗвӗ ҫинелле пӑхса илчӗ. Унта та, Кормерти пекех, чӳречесем пӗрре тӗксӗмленсе, тепре ҫуталса тӑраҫҫӗ. — Тӑхта! Ҫынсем ҫинчен мар, сан ҫинчен сӑмах пырать. — Вӑл — вырӑссен калаҫӑвӗнчен те лайӑхрах! — терӗ хӑна, пуҫӗпе хавассӑн сулса илсе. Вӑл ҫӳллӗ те йӑрӑс пӳллӗ… унӑн хура ҫӳҫӗ ҫинче пӗчӗк диадема. Анчах ун ҫумӗнчи вагонра сӗм-тӗттӗм. Лашасене ҫаптарма кирлех те мар — мӗскӗн выльӑхсем ахаль те мӗнпур вӑйран супса пыраҫҫӗ. Темиҫе минут хушшинче вӗсем Туамини шывӗн хӗррине чупса ҫитрӗҫ те, йӗнерсене салтасса кӗтмесӗрех, чӗр сывлӑш паракан шыва кӑкӑр таран шампӑртатса кӗчӗҫ. Ҫав калаҫусенче ар вӑйӗсемпе намӑса пӗлмесӗр мухтанатчӗҫ, хӗрарӑмсенчен хӑрушла мӑшкӑлатчӗҫ, вӗсем ҫинчен йӗрӗнчӗклӗн сура-сура калаҫатчӗҫ. Паҫӑрхи тӑнлав ҫинчи сухаллӑ хӗрлӗ пуҫ татах алӑкран курӑнчӗ, пӑхрӗ-пӑхрӗ те, унтан хӑйӗн чылаях илемсӗр кӗлеткипе пӗрле кантура кӗрсе тӑчӗ. — Апла пулсан, питӗ юрататӑн пуль? Анчах пӗрре, Аҫтӑрханта, пӑрахут ҫине хутмалли тиенӗ чух, Фома машинист Петровичӑн сассине илтнӗ: — Мӗн чул вутӑ тиеме хушрӗ — тьфу, анкӑ-минкӗ этем! Англи табак шӑршлать пулсан, Франци вара сунаслать, кӑна ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче пӗлет. — Пеме юрамасть. Полозов ӑна малашне яланах хӑйпе пӗрле илесси ҫинчен астутарчӗ, мӗншӗн тесен Франкфуртра ӑна, Полозова, каҫхине ӑшӑ шывсӑр хӑварнӑ! — Сире шывпа хутӑш виски кирлӗ-и? Манӑн унпа килӗшмелле-и вара? Килпетсӗртерех пысӑк кӳме шоссерен плацалла ерипен пӑрӑнса кӗчӗ те пӑрӑнчӗ. — Si, si, — терӗ ӑна патагонец. — Пуҫна ҫиессе кӗтсех тӑр». Серёжкӑн шур ҫӳҫлӗ йӑмӑкӗнчен пытарма пултараймарӗ вӑл, мӗншӗн тесен хӗрлӗ пуҫлӑ Климка ҫак чипер хӗр ҫине хӑй мӗнле пӑхни ҫинчен хӑй те татсах калама пултараймасть. Струльдбругсем ҫак ҫула ҫитсен, вилекен ытти ҫынсем пекех ҫав тери ватӑлса ҫитеҫҫӗ. Ватӑлнине пула тӗрлӗ чир-чӗрсемпе вӑйсӑрланса ҫитнисӗр пуҫне, вӗсем ӗмӗр-ӗмӗр хӗн курса пурӑнассинчен сехӗрленсе тӑраҫҫӗ. Нагульнов, хӑрах урипе тӑпрас ҫине пусса, шӑппӑн каларӗ ӑна: — Пуҫтарӑн, ӗҫе каймалла! «Тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ шуйттанне». Атте чарӑнса тӑчӗ — вара, пушмак кӗлисем ҫинче вӑрт ҫаврӑнса, каялла кайрӗ. — Пӗлетӗн-и, кам ӑна карьера туса пачӗ? — ҫилленсе, куҫне ялтӑртаттарса, ыйтрӗ Ромашов. Вӑл хӑй ӑшӗнче Шырланпуҫри казаксене пурне те аса илсе тухрӗ, анчах пӗрин ҫине те чӑн-чӑн шанӑҫсӑрлӑх хывма пултараймарӗ… Эпӗ хама йӑваш тытнине тата никама та тивменнине кура императорпа ун ҫывӑх ҫыннисен, ҫарпа пӗтӗм халӑхӑн кӑмӑлӗ ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, часах ирӗке тухасси ҫинчен ӗмӗтленме тытӑнтӑм. Пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ, анчах вӑл пурӗпӗр хӑпарать. Хӑйне пулӑшма тӑнӑ санитарка ҫине кӑшкӑрса тӑкрӗ. Хамӑр ҫӗнтерсенех эсӗ пире ырӑ тунӑшӑн, пирӗншӗн мӗн пӗтернӗшӗн эпир сана ытлашшипех тӳлӗпӗр. Штурмовиксем, пехотӑри пек каласан — «вӗҫекен танксем», хыр тӑррисене перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, тӑшманӑн транспорт «юнкерсӗсем» йӗркешеррӗн ларса тухнӑ вырӑна — пӗр систермесӗр, вӑрттӑн ҫывхарчӗҫ. Ҫапах та вӑл, пит шел пулин те, хӑйӗн пӳртне кӗчӗ, ӑна ыйхӑ пуса пуҫларӗ. Э? Совет ҫыннисен паттӑрлӑхӗ мӗнрен тухса пыни ҫинчен тахҫанах каласа парас килет унӑн, кирлӗ кӗнекесемпе пособисем алӑ айӗнче ҫук пулин те, пӗррелӗхе вӑл хаҫат-журналсенче пичетленсе тухнӑ статьясемпе те усӑ курма хатӗр. — Тӗрӗс калать Мак-Набс тусӑмӑр, — терӗ Гленарван. — Вӑл халех килет. Каҫ пулса килет: ҫумӑрсем ҫуса тасатнӑ тата ҫил вӗрсе типӗтнӗ симӗсрех тӳпере кӗрхи ӗшеннӗ хӗвел ӑшӑтмасӑр ирӗлсе пырать. Анчах тахҫанхи историсем нумай пурӑнаҫҫӗ, малтанласа шухӑша илнинчен те нумантарах пурӑнаҫҫӗ. Ман ҫумра тӑлӑхсен укҫи нумай… Яков Тарасович кулса янӑ. Эсир мӗнле: пирӗн ҫинчен маларахах илтнӗ-и е хӑвӑр кӗтӗр-и? — Эпӗ хам та пӗлместӗп, мӗнле ӑнлантармалла ӗнтӗ сана… Дубава Корчагинӑн тусӗ пулмалла… — Ҫапла, майор, пӗлессӳ килсен, кунта ҫитмӗл тӑхӑр пин те ултҫӗр ҫирӗм пилӗк пуҫ сысна шутланать. Вӑрманӗ те, пӑшал тӗтӗмӗ те тата пӑшал сасси те питех палӑрман, сунарҫӑн опытлӑ куҫӗпе ҫивӗч хӑлхи ҫеҫ вӗсене курма-итлеме пултарнӑ. — Хускаткалас пулать вӗсене, шухӑшлаттарма вӗрентес пулать! Ан хӑра, хӑвӑр бекешӑна хурасшӑн мар-ха эсир?» Лайӑхах тухать пуль-ха. Тю! Пуҫлӑхсем лекцинче вӗт-ха! Унӑн стенисем сарӑхса ларнӑ, маччипе чӳрече хашакӗсем хӑрӑмпа витӗннӗ, урай хӑмисем хушӑклӑ-хушӑклӑ та шӑтӑк-шатӑклӑ (ҫав ӑнланмалла мар шӑтӑксене те хайхи питӗ вӑйлӑ ҫын хӑйӗн аттин кӗлипе шӑтара-шӑтара хӑварнӑ пуль ӗнтӗ), харӑссӑнах вунӑ лампа чӗртсе ярсан та, темшӗн ҫак пӳлӗмре пурпӗрех ҫутӑ пулассӑн туйӑнмасть. Укҫи начар пулин те, тен, ӑна пӳске йышӑнать, ҫавах мар-и-ха ӑна, — терӗм эпӗ. Анне йӗмерӗ, анчах та «пичче» тухса кайсан, шӑлне ҫыртса кровать ҫине пырса ларчӗ, пуҫне стена ҫумне шанлаттарчӗ. Кунта мӗн пурӗ аллӑ пӗр пысӑк хула, хӳмесем хӳсе ҫавӑрнӑ пӗчӗкрех хуласем ҫӗре яхӑн тата ялсем нумай. Кирек мӗнле пулсан та, ҫартан уйрӑлса кайнӑ чухне вӑл ӑна командовани парса, пурне те сӑнаса тӑма хушса хӑварнӑ. Акӑ епле каятӑп халӗ. Санӑн плуг хыҫҫӑн утмалла мар, ертсе пымалла! Йӗр ӑҫтан килнине ӑнланма йывӑр, анчах ҫак тискер кайӑк йӗрӗ марри батальон командирне чарса тӑратрӗ. Анчах Алвиш аллине ҫӗклесе чарчӗ вӗсене. Тухса кайман! Кровать ҫинчен сиксе тӑрса, вӑл сулланкаласа хӳшӗ тӑрӑх уткалама пуҫланӑ. Стефчов халь Юрдан чорбаджипе пӗрле рехетленсе пурӑнать. — Пӗлместӗп. — Тахҫан-тахҫан тусем ҫинче ӳсен-тӑран пулнӑ, — терӗ Аэлита. Ҫак калаҫу ҫаврӑнӑшӗсем мана ҫийӗнчех карчӑк ку тӑрӑха чӑннипех те урӑх ҫӗртен килсе ҫакланнине ӗнентерчӗҫ; кунта, ҫурҫӗр енче ҫӑвар вылятма юратакансем вӗҫкӗнленнӗ пек, сайра хутра тӗл пулакан ҫивӗч сӑмахсемпе пылаккӑн ҫавӑрттарса каланине кӑмӑлламаҫҫӗ те, ӑнланмаҫҫӗ те. Мӗн усси пур? 1877 ҫулхи июлӗн З-мӗшӗнче Массаса шарлакӗ ҫумӗпе иртнӗ чух ун юлташӗ Фрэнсис Покок вилнӗ, июнӗн вунсаккӑрмӗшӗнче Стэнлин хӑйӗн кимми те Мбело шывсиккине лекнӗ, вилесрен те ӑнсӑртран ҫеҫ хӑтӑлнӑ. Вӑл тухса кайрӗ. Эпӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӑм: манӑн пӳлӗме кантуртан уйӑракан стена ҫумӗнче сӑран сӑрнӑ питӗ пысӑк диван ларать, урамалла тухакан пӗртен-пӗр чӳречен икӗ енӗнче ҫавӑн пекех сӑран сӑрнӑ, питӗ ҫӳллӗ тайӑнмаллиллӗ икӗ пукан кӑнтарса лараҫҫӗ. — Вӑл пуканне тӗртсе ячӗ те, ура ҫине тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳре пуҫларӗ. Ӑшӑ, кӑмакана анчахрах хутса кӑларнӑ пулнӑ. — Ҫапах Карл Иваныча шел. Хӑшпӗр чух вӑл чей мӗнле тултарнине, ӑна мӗнле лӗрплеттерсе ӗҫнине е тата урине мӗнле сулланине пӑхаттӑм та, вӑл темле усал япала тунӑ пек, ҫавӑншӑнах ӑна курайми пулса каяттӑм. — Иван Павлыч, эпӗ юрататӑп ӑна, — татса каларӑм эпӗ. Аякра, тем пысӑкӑш пяльцы патӗнче хуҫа пир сӗтел ҫиттине тӑваткалӑн тӗрлесе ларать; унӑн пӳрнисем айӗнчен хӗрлӗ раксем, кӑвак пулӑсем, сарӑ лӗпӗшсем тата кӗркуннехи хӗрлӗ ҫулҫӑсем туха-туха тӑраҫҫӗ. Чи чаплӑ кавире ҫине амазонка ӳкерсе хунӑ, ун тӗлӗнче ларакан тимӗр кровать ҫинче йӑм-хӗрлӗ плюш ҫивитти выртать, ун ҫинчех ҫӗтӗлсе вараланса пӗтнӗ сӑран питлӗ минтерпе енот тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗк; сӗтел ҫинче кӗмӗл рамӑллӑ тӗкӗр ларать, унтах кӗмӗл авӑрлӑ щетка выртать, ҫав тери вараланчӑк вӑл. Вунпӗр сехет умӗн аппӑшӗ килсе ҫитет, вӑл ӑна посол туса янӑ ӗнтӗ. Пуп майри мана, мӗн турӑ пӳрнӗ унпала тенӗ пек, хӑналантарма тытӑнчӗ. Хӑй ҫав хушӑрах чарӑна пӗлми пакӑлтатать. Пӗр ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Жухрай пӗтет. Мардохайпа ун ӑсӗнчен тӗлӗнсе тӑракан юлташӗсем пӗрлех тухса кайрӗҫ. — Ку ӗҫе тума эпӗ хушрӑм ӗнтӗ, генерал. Вӑл ҫатан карта урлӑ сиксе каҫать те Щукарь патне пырать. «Ырӑ сывлӑх сунатӑп, Щукарь. Лаша туяннӑ курӑнать эсӗ?» Ҫирӗм пиллӗклӗхлисемпе ҫӗр тенкӗлӗххисене пиншер хунӑ. Анна Сергеевна чылаях тӗлӗнмелле ҫын пулнӑ. — Ним те мар, — тет кукамай, — йытӑ вӑл, усал тухмалли вӑхӑт мар халь, вӑхӑчӗ иртнӗ, автансем авӑтрӗҫ вӗт ӗнтӗ! — Уэлдон миссис, эпӗ тепӗр хут калатӑп: пирӗн хӑвӑртрах океан хӗррине таврӑнмалла. — Нимне юрӑхсӑр! — терӗ пӗри. Ҫакӑн хыҫҫӑн атте, ӗҫместӗп тесе, алӑ пуснӑ — хут ҫине пӗчӗк хӗрес лартнӑ. Павка хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе илчӗ. — Шампана. Лешсем хӑйӗнчен пӑрӑнса, халь ӗнте эсӗ кайма та пултаратӑн тенӗ майлӑрах, хӑй ҫине пӑхмасӑр, пӗр-пӗринпе ҫеҫ калаҫма пуҫличченех, вӗсем хӑйне пӑрахса кайичченех ҫӳрерӗ вӑл вӗсемпе. Пӳртре шӑпланчӗ. Ҫав сӑмахсем тата вӑл академире вӗренни мана вӑл нумай пӗлет пулӗ тесе шухӑшлаттаратчӗ, вӑл ним ҫинчен те, калаҫасшӑн мар пулни, калаҫсан та ӑнланмалла мар калаҫни пит кӳренмелле пек туйӑнатчӗ. Тепӗр сехетрен курьер тройки мана Кисловодскран сиктерсе илсе кайрӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн хӑйӗн те алли тӳрӗ пулман: хирте ӑна ют ҫӗмелсемпе тыткаланӑ — ку ҫамрӑкрах чухне пулнӑ-ха, ватӑла-киле вара вӑл ҫын пурлӑхӗ ҫине ытлашшипех ҫӑмӑллӑн пӑха пуҫланӑ: алӑ айне мӗн тӗл пулнине пурне те ҫаклатнӑ. Дама ҫине пӑхнӑ чухне Лиана Пуатье, Королева Марго, Ла-Вальтер хӗр тата ытти пикесене те ӑса илеттӗм, историллӗ романсенчи героинясем ҫакӑн пек пулнӑ ӗнтӗ тесе шухӑшлаттӑм. Ромашов Хлебников валли, вӑл пӑртак ӗҫлесе йӳнеҫтеркелеме пултарайтӑр тесе, хӑшпӗр майсем тупкала-тупкала паркаларӗ. — Синьорино, чиркӗве каяс тет-и? Тупнӑ рай! Пӑлхавҫӑсем хӑйсен пуҫлӑхӗ тавра пухӑнса лашисем ҫинчен анма тытӑнчӗҫ. Ку мӗн, «Пасар тӗлӗнтермӗшӗ-и?» — Эпӗ ӑна кӳрентертӗм-и? Пӗр ҫур сехет хушшинче Тэчер судья килне хулари ҫынсем пурте тенӗ пекех пырса тухса кайнӑ.. Голуб пӗлет, — вӑл ҫак пӑхӑнман пӗчӗк атамана йӗркене кӗртмесен, полкра унӑн ячӗ ҫухалать. — Эсӗ-и вӑл халӑх, Чумаков? Вӑл Уэлдон миссис патне пычӗ те: «Ан хӑрӑр! Иван Игнатьич, хупса лартнӑ башкиреца илсе кил-ха. Юлая саламатсем илсе килме хуш. Пиртен кашниех хӑй пурӑннишӗн те айӑплӑ ӗнтӗ тата чаплӑ та пысӑк шухӑшлӑ, этемлӗхе ырӑ тӑван ҫын та хӑй паракан усӑсемшӗн пурӑнма тивӗҫлӗ тесе шанса тӑмасть… Ытти станицӑсенчен те килеҫҫӗ ун патне хутсем ҫыртарма. Генерал мухтамарӗ, анчах ятлаҫмарӗ те. Ту ҫинчи сулхӑна пула, унран чӗрӗ арбуз шӑрши кӗрет. Ҫилсем ҫинчен вӑл, станци сотрудникӗсем ҫинчен каланӑ пек, калаҫать. Пуля чӗпӗтсе илес пулсан е пуҫран хӗҫ лексен, ӑна пӑхса ан тӑрӑр; пӗр зарядлӑх тара пӗр курка эрех ҫине ярса ӗҫӗр те, вара пӗтӗмпех иртсе каять, лихорадка та пулмасть; аманнӑ вырӑн ытла пысӑк пулмасан, ун ҫине ывӑҫ тупанӗ ҫинче сурчӑкпа ҫӑрса ҫӗр хурӑр, вара вӑл вырӑн типсе ларать. Эпӗ ун ҫинчен хирӗҫле ним те калама пултараймастӑп. Ку вӑл мана хӑйӗн пӗчӗк пӳ-сине пула малтан курӑннӑ пек сакӑр ҫулти хӗрача мар, пӗр вунвиҫӗ е вунтӑватӑ ҫулти хӗрача иккен. Пур планета та Хӗвел тавра вертикаллӗ е вертикальтен кӑшт тайӑлнӑ тӗнӗлпе ҫаврӑнать. Темскер ман пурнӑҫра питӗ кирлӗ хӑрушӑ япала пулассине туйнӑ пек ҫеҫ астӑватӑп. Пӗтрӗ, тӗлкӗшрӗ ман пурнӑҫ!» — Ҫапах ман мӑшӑр эпир Казондере, Вӑтаҫӗр Африкӑра тыткӑнра тенине сирӗнтен илтсен… — Шӑп ҫавӑн пек. Утравӑн пысӑк пайне хура вӑрмансем хупласа илнӗ. Йывӑр хурҫӑ алӑк ун хыҫӗнчен кӗмсӗртетсе хупӑнчӗ. — Манӑн сӑмса чӑн-чӑнах ҫухалнӑ-ҫке-ха!» Мӗскӗн! Анчах эпӗ ытла ҫилленсе ҫитнӗччӗ. Каҫхи апат ҫинӗ чух эпӗ ӑна хаклӑ йышши эрехпе хӑналарӑм, вӑл сӗрме купӑспа мӗнле чаплӑ каланинчен тӗлӗнтӗм, унпа ачашшӑн кулкаласа калаҫрӑм, унтан тепӗр вырсарникун хӑнана чӗнтӗм, арӑмпа пӗрле каллех сӗрме купӑс калӑр, терӗм. — Ара лере… беседкӑра. Кунта типографи ӗҫлет, кунта хаҫатсем, листовкӑсем, прокламацисем кӑлараҫҫӗ. Анчах та вӑл — суту-илӗве йышӑннӑ, — смоква йывӑҫӗ ҫимӗҫсӗр пулни хӑйӗн ирӗкӗпе пулнӑ-им? Малти танксем, пехотӑран уйрӑлмасӑр, сӗвекрех сӑрт патнелле ҫывхарма пуҫларӗҫ. Мана ырӑ тунине эпӗ ни-хӑҫан та манас ҫук», — терӗ. Юлашкинчен пулӑсем тупӑка хумсем тинӗселле юхтарса кайни, Библос ҫумне пыртарса ҫапӑнтарни, ун тавра калама ҫук пысӑк йывӑҫ ӳссе ларса, туррӑн ӳт-пӗвӗпе унӑн ишсе ҫӳрекен ҫуртне хӑй вулли ӑшне пытарса хуни ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ. Хӑҫан каятӑр эсир? — Ну, эпӗ хама алла илетӗп пулсан? — ыйтрӗ Ромашов. Ерофей Кузьмич ура ҫине тӑчӗ. Астӑватӑп, Мещерский князь калани тӑрӑх нигилист вӑл ҫав тери усал, сиенле ҫынччӗ: вӑл пӑхнипеле чӑхсем вилсе каяҫҫӗ пулать. Мӗскӗн Лиза тата! Эхер мана ватӑлса ҫитичченех пурӑнма пӳрсен тата калавӑм хам ватӑличченех пурӑнайсан, эпӗ ҫитмӗлти старик пулса тӑрсан та хальхи пекех ӗненмелле мар ачалла ӗмӗтсемпе йӑпанасси пирки пӗртте иккӗленместӗп. Павел ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑрать; вӑл куҫхаршисене хускатса илчӗ те: — Тоня, эпир кун ҫинчен калаҫнӑ ӗнтӗ. 1793 ҫулта июнӗн 28-мӗшӗнче ҫав пӳлӗмре виҫӗ ҫын сӗтел хушшинче ларнӑ. — Венӑра вара, эпӗ шанатӑп, мадам Александрин, сирӗн куҫӑрсем пирӗн хӗрарӑмсен илемлӗ кӗлеткисене курса савӑнӗҫ, — Альтман, куҫӗсене хӗссе, хӑйӗн типшӗм арӑмӗ ҫине пӑхрӗ, — вӗсен пӗлсе ҫӗленӗ ансат костюмӗсем тата — тӳрех калатӑп, чи пахи — вӗсен кӑткӑс мар причёскисем сирӗн куҫӑрсене кантарӗҫ. Роберт кайӑксене нумай тытрӗ. Вӗсенчен пӗрне вӑл, дазиура текенскерне, питӗ маттур персе антарчӗ. Дазиура — хутаҫлӑ сӑсар, ҫӑмӗ хура та йӑвӑ, пӑч-пӑч шурӑсемпе илемленсе тӑрать. Кунсӑр пуҫне вӑл пӗр мӑшӑр кузу вӗлерчӗ, кусем те ҫавӑн пекех хутаҫлӑ кайӑксем, пысӑк йывӑҫӑн ҫӑра ҫулҫисемпе пытанса пурӑнаҫҫӗ. Ҫапах та кенгуру хыҫӗнчен сунарта ҫӳресси татах та интереслӗрех пулчӗ. — Эсӗ выртман-и-ха? — терӗ вӑл кӳреннӗ пек. Ку кӑмӑллах пулман, унӑн ӑшчикӗ пӑтраннӑ. Вӑл пит-куҫне вылятса тата хӑрлатса аллине алӑкран чиксе ячӗ, мана ярса тытасшӑн хӑтланчӗ. Надсмотрщик мар-ши? Кӑнтӑрла иртсе тӑватӑ сехет ҫитсен, вӑтӑр пилӗк миль ҫул тунӑ хыҫҫӑн, отряд питӗ ҫӳллӗ ӳсекен мирт йывӑҫҫисен вӑрманӗ патӗнче уҫӑ пӗлӗт айӗнчех канма чарӑнчӗ. Лаша йӗрӗ юр тарӑн мар вырӑнсенче кӑшт анчах палӑрнӑ. Унӑн кача пӳрнинче Гусев пӗчӗк ҫӗрӗ, унран вӑчӑрапа ҫакнӑ уҫӑ флакон асӑрхарӗ. Ытла ир килтӗм те, ятламастӑн-и? — Пурӑнсан, курӑпӑр. «Мӗн тӑвас-ха!» терӗ кум хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илсе. Дикарьсем, пуринчен ытларах маориецсем, хӑйсене питех те пысӑка хума юратаҫҫӗ, вӗсем хӑйсен тӑшманӗсем ҫапла пулнине те хисеплеҫҫӗ. Чӑнах та! Юнланнӑ кӳлепе курӑк ҫинче каллех турткаланма пуҫларӗ. — Ҫийӗнчех! Павел кулса илчӗ те:— Нумайччен вӑрҫатӑн-и эсӗ? — терӗ. Эпӗ, тавлашнинчен усси пулас ҫуккине пӗлсе, малалла вулама тытӑнтӑм: «Блэндли «Испаньолӑна» хӑй шыраса тупрӗ, унӑн ҫаврӑнулӑхне пула, вӑл пире питӗ йӳне ларчӗ. Ҫӳҫенсех илчӗ Петро. Экспедицин кашни ҫынни хӑйне кирлӗ таран ирӗкре тесе шутлать, мӗншӗн тесен мӗнле те пулсан поход йӗркисене пӑхӑнса пыма нуши те ҫук. «Тӳрех хула монастырӗ патне тухать». Аяккинчи вырӑн ҫинчен тӑватӑ мӑшӑр ура ҫакӑнса тӑрать. — Лушка, юрама тӑрӑшнӑн хусканкаласа, аялалла шуса аннӑ явлӑкне тӳрлетрӗ. Кунта та, пур ҫӗрте те — вилӗм! — Паянтан пуҫласа эсӗ те, сан евӗрлисем те — пурте эсир йӗплӗ пулатӑр, — тенӗ старик, — сирӗн ҫинчи ҫырласене татса илнӗ май сире те ҫынсем туясемпе ҫапӗҫ». Паллах ӗнтӗ, Ҫӗрпе Марс Хӗвелтен пӗр еннелле пулнӑ вӑхӑтра. Изида Библоса каять, ӗҫес килнипе аптӑраса та чуллӑ ҫул йывӑрлӑхне пула ҫав тери ӗшенсе пырса ҫитет унта. «Мӗншӗн-ха санӑн шурлӑха куҫса лармалла?» Болгари, пӗтӗмӗшпе илсен, хӑй ҫине инкек тиенӗшӗн пире ылханать… Ҫапах ачасен йӗнипе ҫеҫ пӳлӗнкелекен, нихҫан пулман шӑплӑх ӑна пӑшӑрхантара пуҫларӗ. Унӑн хӑрах урине пуля лекнӗччӗ, кунта вӑл манран пӗр эрне маларах тухса килнӗ. — Эпӗ сана нимӗнех те каламарӑм вӗт. Вӑл сана, манӑн упӑшкам ҫук тесе, хӑҫан та пулин каланӑ-и? Разметнова шелленӗ пек йӑл кулса, Нагульнов ҫапла хуравларӗ: — Тӗлӗнмелле ыйтатӑн эсӗ, Андрюха! Эсӗ ӑнланма пултарайманнинчен шалт тӗлӗнсе каймалла… Пӑтрашса кайнӑ эсӗ, факт! Санин унтан Розелли ҫемйи тахҫантанпах Америкӑна, Нью-Йорка куҫса кайни, Джемма купеца качча тухни ҫинчен пӗлчӗ. Тата ӑна Дöнгоф майор ун пӗр паллакан купец пурри ҫинчен, вӑл Джемма упӑшкин адресне пӗлме пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен ун Америкӑра ӗҫ нумай. Санин Дöнгофа хӑйӗн паллакан ҫынӗ патне кайса килме хушрӗ; Савӑнӑҫ! Вӑл ҫыннӑн сӑн-питӗнче ҫавнашкал асапланни палӑрнине ӗмӗрте те курман, тен, ун пеккине вӑл Ливорнӑра сад хапхи патӗнче Монтанеллипе тӑнӑ вӑхӑтра ҫеҫ курнӑ. — Ҫапла, ҫапла, мӗншӗн? — илтӗнчӗҫ ушкӑнтан. Вӑл пуянччӗ, халӗ те чухӑн мар пулӗ тетӗп, мӗншӗн тесен хӑйпе пӗрле ҫӗр негр илсе килчӗ. Ман хыҫҫӑн! — Унӑн хушмачӗ мӗнле терӗр-ха эсир? Авланас пирки пуҫа ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑш ӑна кулӑшла та тӑрлавсӑр пулнӑн туйӑннӑ пирки вӑл аллине ҫеҫ сулчӗ те хуторалла ҫӑмӑллӑнах утма пуҫларӗ. Вӑт ҫапла, кунран хӑрушши урӑх нимӗн те ҫук, ыттине чӑтма сире ҫӑмӑлрах пулӗ. Коляна тепӗр кун ирхине пытарчӗҫ: эпӗ чиркӗве каймарӑм, кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтне эпӗ аннен тепӗр хут алтнӑ шӑтӑкӗ патӗнче йытӑпа тата Язь ашшӗпе пӗрле ларса ирттертӗм. Ирхине, правленине кӗрсе тӑмасӑрах, Яков Лукич Банник патне тата «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» явӑҫтарнӑ хӑйпе пӗр каварлӑ ытти ҫынсем патне тухса утрӗ. Ватӑ Лех ҫирӗп пуласшӑн хӑтланать. Вӗсем каҫченех Робин Гудла вылярӗҫ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе усал тухакан ҫурт ҫинелле хытӑ пӑха-пӑха илчӗҫ, хӑйсене ыран мӗн кӗтни ҫинчен сӑмахларӗҫ. А эсир мӗншӗн нимӗн те каламастӑр? Тӗрӗссипе калас пулать, урайне ларма тивет, мӗншӗн тесен ҫак хӑна пӳлӗмӗнче кресласем ҫук, анчах пылчӑк ҫинче пурӑнакана ҫӗр ҫинче ларма та юрать. Ку пуҫ ыратнине ҫӑмӑллатать тата кӑмӑла ҫӗклет; ку ҫеҫ мар, вӑл гемороидсене те пулӑшать», терӗ те, пӗр шлепкеллӗ майра сӑнне ӳкернӗ табакеркине вӑр-вар кӑларса, Ковалев еннелле тӑсрӗ. Ҫитет сана чӑтса. Пӗлетӗн-и, эпӗ сана мӗншӗн ҫав тери юратнине шыраса тупрӑм (мӗншӗнне кӑтартмалла). Эпӗ сана вилӗмрен хӑтарас тетӗп, акӑ мӗншӗн ӗнтӗ эпӗ кунта санпа пӗрле пултӑм. Вӑл пӗр йӗнерне алла та илнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Лятьевский пуҫран ҫапнӑ пек сиксе тӑчӗ, куҫне-пуҫне салатса-пӑрахса, чашкӑрса илчӗ: — Мӗн тӑватӑр эсир? Часах Франци те ҫак килӗшӗве хутшӑннӑ. Анчах Кӑнтӑр Америкӑри ҫӗр-шывсем, Испанипе Португали колонийӗсем чура суту-илӗвне чаракан килӗшӗве пӑхӑнасшӑн пулман. Лёшка! Турӑҫӑм! — ҫурма сасӑпа мӑкӑртатрӗ вӑл. Адамас, теҫҫӗ ӑна грексем, ҫӗнтерме ҫук тенине пӗлтерет ҫакӑ. Вӑрӑм, ырхан, кӑштах курпунлӑскер, вӑл чулсем тӑрӑх хуллен, кукӑр сӑмсипе ҫаврӑнкаласа, сивӗ те чакӑр куҫӗпе хӑй йӗри-тавра ҫивӗччӗн сӑнаса пӑхса, грузчиксем хушшинче такама шыраса утнӑ. — Тата мистер Морис Джеральда пит астуса пӑхрӗ-и? Питҫӑмартийӗсем тӑрӑх шултра тар тумламӗсем юха-юха анаҫҫӗ. Киле карӑмӑр, ҫул ҫинче вӑл мана ачашласа калать: — Пурне те хӑвӑн курса пӑхмалла, кӑвакарчӑнӑм-чунӑм, пурне те хӑвӑн пӗлмелле. «Е эпир паян курӑнӑҫман-и вара?» — Ну, паллах, пирӗн Степаньрен чылай пысӑк ӗнтӗ? — шанӑҫлӑн ыйтрӗ Олеся. Анчах ҫак хушӑрах вӑл ҫавна асӑрхансарах тума тивни ҫинчен пӗлтерчӗ. Тӑман лӑпланмасть; эпӗ хӑйҫути куртӑм та унталла кайма хушрӑм. Хӑй пурнӑҫӗнче пӗрмаях пуянсене хирӗҫ тӑнӑ, хӑй мӗнле пурӑнать — курасчӗ санӑн: ҫурчӗ чалӑшса кайнӑ, халь-халь ишӗлсе анас пек ларать, хуҫалӑхра пӗр ӗне пекки те икӗ ырхан кӑна сурӑх пур, укҫа нихҫан та пулман, ҫук та. Ӑнланатӑн-и? Итле-ха, председатель, хӑвпа пӗрле мана та ил! Комендант ҫиленсе ӳкрӗ. — Яков Лукич-и? Еврей хӑвӑрттӑн та ӑнланмалла маррӑн кӑшкӑрать, хыҫалалла хӑравҫӑллӑн пӑха-пӑха, сюртӳкӗн вӑрӑм аркине пухкала-пухкала, кӗтесрен кӗтеселле вирхӗнет. Сылтӑмалла, сулахаялла хыпашларӗҫ, — ал тупанӗсем путӑк-шӑтӑкран, тӳпемсенчен шӑва-шӑва иртеҫҫӗ. Арҫын ачасем вара пурте ӑна кураймаҫҫӗ: вӑл хӑйне хӑй ҫавӑн пек питех те лайӑх тытнӑшӑн, пуринчен ытла тата ҫав ача лайӑх тесе хӑйсене яланах «сӑмсисенчен тӗртнӗшен» кураймаҫҫӗ. Шутласа пӑхатӑп тесе… калӑп эпӗ аннене. — Хӗрӗх ҫиччӗмӗш пехотнӑй дивизин позицине, господин полковник? — хӑвӑрт, ҫав хушӑрах уҫҫӑн рапортларӗ Митман. — Пӑх-ха, мӗнле хӗрсе вӗриленсе кайрӗ вӑл, полкри кухня пек! Унтан, халӑха асӑрханма ҫӗнӗрен систернӗ хыҫҫӑн, эпӗ каллех хулана кермен патне икӗ пукана алӑпа йӑтса кайрӑм. — Никам хушмасӑр ухтарма, пӗтӗм хутора пӑлхатма кам ирӗк патӑр-ха пире? Мӗнех тата, ытти ҫынсем тупӑнӗҫ, вӗсем вара эпӗ мар, вӗсем пирки никам та иккӗленмӗ. — Кам-ха тата леш Р. контр-адмирал? Пурне те колхоза парса харама ярса пӗтермелле мар ҫке-ха…» Пӗррехинче, каҫ пулас умӗн, ямшӑк-ногаец пӗлӗтсем хушшинчен курӑнакан тусем ҫине пушшипе тӗллесе кӑтартрӗ. Пӗччен юлсан, вӗсем ҫине пеме ятарласах алӑ айӗнче япаласем тытатӑп тет хӗрарӑм, унсӑрӑн вӗсем ӑна канӑҫ памаҫҫӗ. — Нимӗн те, — терӗ Негоро, — часах ун ҫамкине пуля шӑтарӗ. Пиртен нумайӑшӗ хӑш енӗпе те пулин хурланса пурӑнаҫҫӗ. Парӑслӑ кимме ҫил вӑйӗ иштерет, этеме мускул вӑйӗ ҫӳретет; кӳлнӗ лава лаша туртать, унта та вӑй кирлӗ. Вӑл пит тӑнласа итлесе ларчӗ, анчах, юлашкинчен, унӑн пӑхса ӳстернӗ чух пуҫа кӗрсе ларнӑ тӗшмӗшсем ирӗке персе тухрӗҫ. Радуб, Франци гвардийӗн салтакӗ пулнӑскер, хӗрӗхе те ҫитмен-ха. Вӑл Геркулес, анчах акробат пек ҫаврӑнӑҫуллӑ Геркулес. Каччӑпа хӗр пӗр-пӗринпе ҫывӑх пурӑнаҫҫӗ пулсан вара… хӑвӑрах пӗлетӗр, мӗн пулса тухнине. Эсир выльӑх, — терӗ Половцев ним пулман пек. Вӗсем виҫҫӗшӗ те чӳрече умне пычӗҫ, амӑшӗ Николайпа Саша хыҫӗнче тӑчӗ. — Ыр-рр-ра! — Мӗншӗн кулатӑн? Бенедикт пичче сывлӑшра парӑлтатакан пысӑк хура пӑнчӑ асӑрхарӗ, анчах та пит инҫетре, уйӑрса илме май ҫук. — Ҫук. — Ҫапла ҫав. Унта пурӑнать. — Юрӗ, — терӗ вара тухтӑр. Лашана эпӗ тилхепе хутламӗпе хӑмсарса ҫапрӑм. Анчах пурте чиперех иртсе кайрӗ. — Мӗн эсӗ, Марья? Карап унчченхи ҫулпах пычӗ-ха, анчах хумсем хыҫалтан ҫапас вырӑнне сулахай енчен ҫапрӗҫ. Эпӗ ҫавна йӑлтах пӗлетӗп, хаклӑ атте. — Настасья Петровна халь те хӑйӗн ҫуртӗнче пурӑнать-и вара? — ыйтрӗ вӑл. — Ак телей килсе ҫитрӗ. Спрут ҫуралчӗ, анчах сӑнни сӑхнӑ вырӑн халь те ыратать. Демрел йӑмӑка та каларӑм мар-и… мӗн тенӗччӗ-ха эпӗ, Демрел йӑмӑкӑм? Вӑл, ылханлӑ пуп, кӗлтума мар, сан укҫупа эрех ӗҫме ҫеҫ шутлать… Эпӗ, тӗрӗссипе каласан, эсир мӗн калас тенине те пӗлейместӗп вӗт-ха. Ун чух ноябрь уйӑхӗ вӗҫленсе пыратчӗ. Инсаров питӗ хаяррӑн курӑннӑ вӗсене, ахальтен мар пулас ҫав: темскер ырӑ марри, темскер хӑрушши палӑрчӗ унӑн пит-куҫӗнче. Кашни куҫпа пӗрех хура салтак Тюфяев ун хваттерӗн крыльци патне ҫинҫе ураллӑ ҫӳрен лашана ҫавӑтса пыратчӗ, дама хурҫӑ тӗслӗ вӑрӑм бархат платье, сарӑлса тӑракан кунчаллӑ шурӑ перчатка, сарӑ атӑ тӑхӑнса крыльцана тухатчӗ. Вӑл тата тепӗр хут тӑма хӑтланса пӑхрӗ те, текех вара аппаланмарӗ, упаленме пултарнипех ҫырлахрӗ. Кавалеристсем курас тесе пынӑ йышлӑ халӑха чарса тӑраҫҫӗ. Пурин те парад курас килет-ҫке. Кӗнекесем мана эпӗ нумай япалана парӑнмалла мар туса хучӗҫ: епле юратса асап тӳссе пурӑннисене пӗлнӗ ҫӗртех публичнӑй ҫурта кайса кӗме пулмасть; пӗр пуслӑх аскӑнлӑхран йӗрӗнес килетчӗ, тутлӑн туйӑнакан ҫынсене хӗрхенес килетчӗ Рокамболь мана тӗреклӗ пулма, ӗҫ мӗнле пулса пынине парӑнмасӑр тӑма вӗрентетчӗ, Дюма геройӗсем хама-хам темле чаплӑ, пит пысӑк ӗҫ тунӑ ҫӗре парас килекен пулмашкӑн вӗрентетчӗҫ. Кирлӗ мар эп!.. — Ӑнланатӑп, — терӗ доктор. Вуласа парам: «Вӑхӑтлӑх историллӗ кирлӗпулусене вӑрахлӑха тесе йӑнӑш ӑнланасран сыхласа, Р.К.П. ӗҫ ҫыннисен массисене ҫакна ӑнлантарса парас пулать: граждансен пӗр пайне суйлав прависӗр хӑварни, Советлӑ республикӑра — буржуаллӑ демократиллӗ республикӑсенче нумайтарахӑшӗнче пулса пынӑ пек мар, ӗмӗрлӗхех правасӑр пулма уйӑрса хунӑ граждансен разрядне тивмест, — эксплуататорсене кӑна тивет, социализмлӑ Советлӑ республикӑн тӗп саккунӗсене хирӗҫсех, хӑйсен эксплуататорлӑ вырӑнне усрасшӑн, капиталистла йӗркесене усрасшӑн тапӑҫланса чӑркӑшакансене ҫеҫ тивет. «Килесшӗн пулмарӗ!» терӗ городничий. Анчах майор вӑл фортри аслӑ офицер, хисеплӗ ҫын, ҫитменнине тата хӗҫпӑшала пит лайӑх тыткалама пӗлнӗ ҫын пулнӑ, ҫавна пурте лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Эпир тӗксӗм ҫӑра пӗлӗт хушшинчен тухрӑмӑр, хӗвел те, яланхи пекех ҫутӑ туйӑнса кайрӗ. Эпӗ ҫаплах-ха ҫырӑва мӗнле пуҫласа ярассине пӗлейместӗп: «Катя» тесе е «Хаклӑ Катя» тесе пуҫласа ярас-ши?» — шухӑшлатӑп эпӗ. «Катя, эпир пӗр-пӗринпе тахҫантанпах ӗнтӗ ҫыхӑну тытмастпӑр. Тен, эсӗ эпӗ ҫырнине курсан, тӗлӗнсе те кайӑн. Мӗнле пурнатӑн эсӗ? Эпӗ, эсӗ мана ҫиленсе пурнатӑн пулӗ тесе, нумай вӑхӑт хушши ҫырмасӑр пурӑнтӑм. Паллах ӗнтӗ, эсӗ тӗрӗсне калатӑн, пӗр-пӗринпе вӑрахчен курнӑҫмасӑр пурӑннишӗн эпӗ айӑплӑ. Энскран калле таврӑннӑ чухне Мускава кӗрсе тухмаллах пулнӑ манӑн, санпа курнӑҫмаллах пулнӑ. Вунсакӑр ҫулта чухнехи пек сирӗн пӳртӗр йӗри-тавра ҫаврӑнса ҫӳремелле пулман»… Эпӗ ӗнтӗ ҫыру ҫинчен те манса кайрӑм. Манӑн ӑна унтан хампа пӗрле илсе тухса каймалла пулнӑ, ара вӑл ҫав шанчӑксӑр, телейсӗр ҫуртра, ҫав ирсӗр те шанчӑксӑр Николай Антоныч патӗнче пурӑннине, ӑна унта хӑвармалла маррине, Катя ҫав ҫынна ӗненнине те лайӑхах пӗлнӗ-ҫке-ха эпӗ. Ҫавӑнпа та вӑл, комбат ыйтнине илтсенех, чи малтан икӗ утӑм малалла тухса тӑчӗ. Юман сӗтелӗн хӗррине чӑмӑртаса, вӑл ӑна куҫран тӳрӗ пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ: — Темӗн, малашне текех сан пата килме пултараймастӑп пуль. Вӗсем хӑйсемех килеҫҫӗ, сирӗн унта кайма та кирлӗ мар. Хӗр пуррипе князь кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, хӑйне вӑл савӑнӑҫлӑн тытрӗ, илӗртӳллӗ халлапсем каласа парса, хӗре темиҫе хутчен те хӑй ҫинелле пӑхтарчӗ. — Кашни энтомологи музейӗн чысӗ пулма пултаракан америка хурт-кӑпшанкинчен нихӑшне те тупаймарӑм, — ӳпкелешрӗ вӑл. — Ҫакӑншӑн пилӗк пин миля, тен, ултӑ пин те пуль, килме, вӑйлӑ тӑвӑла лексе, карапа аркатма кирлехчӗ-ши? Пӑхӑнса тӑракан начар кӑмӑллӑ ҫынсем трон ҫинчен хӑваласа антарнӑ адвокат пирки майор хӑй пуҫӗпе шухӑшласа йӑлтӑртатса кулса ячӗ, анчах та Паганель витӗмлӗнех каласа хучӗ: корольрен пархатарлӑ адвокат пуличчен, адвокатран пархатарлӑ король пулма ҫӑмӑлтарах, терӗ. Макар сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те каларӗ: — Ӑна курас килет пулсан — вӑл сирӗн кил патӗнче, ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑнта выртать. Инсаров ларкӑч ҫине вырнаҫрӗ; кӳмере Увар Ивановичпа Шубин пулчӗҫ. Индеецсем ҫил хӑш енчен вӗрнине шута илсе пӗрре пӗр клапӑнне, тепӗр чухне иккӗмӗш клапӑнне уҫнӑ, ҫавӑнпа вигвамра нихҫан та тӗтӗм пулман. — Витӗр шыв анать. Анчах леш хирӗҫ чӗнмерӗ, вӑл вара тепӗр хут ыйтрӗ: — Мӑю ыратать-и? — Вӑл хӑрушӑ мар, кӑвакарчӑн пек анчах. Халӗ ӗнтӗ манӑн ӑна хӗре памастӑп темелле! Хӳреллӗ те качака сухаллӑ вӑр-вар каччӑ пӗрре мӑръерен вӗҫсе тухрӗ, унтан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ. Павел лӑпкӑ пырать, пирусӗ ялкӑшса илнӗ хушӑра пӗр самант ун пичӗ, паттӑр сӑн кӗртекен авӑнчӑк куҫхаршисем курӑнса каяҫҫӗ — ҫаксем ӗнтӗ тӗттӗм каҫ, тискер пушӑ вырӑн тата ӗнер Подолра пӗр ҫынна пит тискер вӗлерни ҫинчен театрта илтнӗ хыпар шиклентернине сирсе яраҫҫӗ. Давыдов, заявленисем йышӑннӑ чухне, вӗсене те ӳкӗте кӗртме хӑтланса пӑхрӗ, шухӑшласа пӑхма, кӑштах тӑхтама сӗнчӗ, анчах тухаканнисем хӑйсен сӑмахӗ ҫинчех тирӗнсе тӑчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ пӑлхавҫӑ старшинисем хушшинче, казак сӑкманӗ тӑхӑннӑ, ҫӳҫне ҫавӑрттарса кастарнӑ Швабрина курах кайса, калама ҫук тӗлӗнтӗм. — Курпун пит-ҫӑмартисене карӑнтарнӑ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, пӳрнисемпе «сӑххисенчен» тытма пуҫланӑ пулас, анчах ҫав самантрах унӑн туратсенчен тытакан сулахай алли вӗҫерӗнсе кайрӗ те, вӑл сулӑннипе тӳрех шыва чӑмрӗ. Эпӗ мӗн… Пирӗн ҫынсем нихҫан та ҫав кунсенчи пек таса чӗреллӗ пулман, тӑван ҫӗршыва упраса хӑварас тесе, вӗсем тӗлӗнмелле ырӑ та паттӑрла ӗҫсем турӗҫ! Пӗр-пӗрин хушшине пӗр пек сивӗ хум килсе ҫапса вӗсене урам шавӗнчен уйӑрнӑ пекех туйӑнчӗ. Хумсем ҫинче татах темиҫе сехет тытӑнса тӑма пултарать-ха бриг. Вӗсем ӑна каҫхине хула тӑрӑх пӑрахса тухасшӑн. Ҫерҫи пек чӗриклетсе иртсе кайрӗ пуля питҫӑмарти ҫуммипе. Поручик, лаша кӑкри пырса ҫапӑннипе, ыткӑнса кайрӗ, пуҫне чул ҫине шачлаттарчӗ, месерле тӑсӑлса выртрӗ. Эпӗ хам ӑна вӗлерме тивӗҫсӗр тесе шутланипе мар, — эпӗ ӑна питӗ лӑпкӑн вӗлернӗ пулӑттӑм, — анчах сӑмах халӑхшӑн, пӗтӗмӗшле тавӑрасси ҫинчен… е, ҫук, ку сӑмах вырӑнсӑр, сӑмах халӑхшӑн, халӑха ирӗке кӑларасси ҫинчен пырать пулсан, харпӑр хӑйшӗн тавӑрасси ҫинчен шухӑшлама кирлӗ мар. Ватӑлатӑп ӗнтӗ эпӗ, тусӑм, анчах ватӑлас килмест. Лайӑх самана киличчен пурӑнасах тенӗччӗ, тем, пурӑнасси пулмасть пуль ӗнтӗ. — Ҫитӗ ун ҫинчен калаҫма, Андрей! — терӗ Павел ҫирӗппӗн. Кашни пӳрт умӗнчех мӗскӗн хӗрарӑмсем! — Эп ӑна инҫетренех туятӑп, ак ҫак чечек шӑршине туйнӑ пекех! Ҫак ҫуртра иккен! Ҫак нӗрсӗр, йӗрӗнчӗк кӑпшанкӑ ылтӑнран пулнӑ пек, вӑл ӑна тӗрлӗ енчен пӑхса киленчӗ. «Малевский хӑй сада пырӗ-ши? — шухӑшларӑм эпӗ (тен, вӑл ахальтен сӳпӗлтетрӗ: ун пек тума сӗмсӗрлӗхӗ ҫитет унӑн) — кам та пулин урӑххи-и — (пирӗн сад хӳми питӗ лутраччӗ, ун урлӑ каҫма ним те мар), ҫапах та ман алла лекекене ырӑ пулмӗ — никама та унта манпа тӗл пулма сунмастӑп!.. Никам та хирӗҫле калакан ҫук. — Паллама вӑхӑт ҫук манӑн… — Тем те пулма пултарӗ! — пат татса хучӗ Ерофей Кузьмич. — Мухтав турра! — авӑрламан иккен тесе кӑшкӑрса ячӗҫ нумайӑшӗ. — Каялла, каялла! — ҫавӑнтах кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӑл хӑйӗн отрячӗпе пӗрле лаши ҫине сиксе ларчӗ те урам тӑрӑх вӗҫтерчӗ. — Мухтав турра, сывӑ-ха. — Лӑпах эпӗ юратмалла хӗр ӗнтӗ, — тесе шӳт турӗ ҫамрӑк драгунӗ, — капитан Сломан, вӑл чӑнах та эсир каланӑ пекех хитре пулсассӑн, эпӗ ӑна юратса каятӑп пулӗ. Шакка сулахайпа — хуллен, сылтӑмпа — хыттӑн, трам-та-та-там! — хаяррӑн кӑшкӑратчӗ вӑл, кайӑк куҫӗ йышши куҫӗсене чарса. Собор садӗнче тӗл пулни. Апла эсӗ Лена ҫара ура пулатӑн-им? — Аха! — кулса ячӗ хӗрача. — Час лекмелле-и вӑл сирӗн аллӑра? — ыйтнӑ Фома. Вӗт вӑл сахалран та уйӑхне 300 тенкӗ илет! анчах пурӑнасса, хӑвах куртӑн ӗнтӗ, сысналла пурӑнать. — Эпир хамӑрӑн якоре ҫӗкленӗ чухне те вӗсем унта пулнӑ. Лётчик мӗнпур вӑйне пухса тӑрса ларчӗ. Уншӑн эпӗ хамах уйрӑм пенси илмешкӗн те ӗҫ ҫӳрететӗп, параҫҫех мана ӑна, мӗншӗн тесен пархатарлӑхӑм пысӑк пулнӑ манӑн. Хӑшӗ те пулсан чупса кӑтартӑр-ха! Пирӗн, аттеҫӗм, Червленӑйра, войсковой старшина — манӑн кунакчӗ. Ман пекех маттурччӗ, эпех ӗнтӗ. — Эсир мана пин ҫулта та ҫӗнтерейрес ҫук, — ӗнентернӗ Денни. Вӑл мана ӗлӗк те нумай пулӑшнӑ. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл пурнӑҫ мар. Юлашки сӑмахсене вӑл, пусӑмласа палӑртасшӑн пулнӑн, уйрӑммӑнах хыттӑн та сулӑмлӑн калать, вара куҫӗсене ҫавӑнтах хӑй ирӗккӗн службӑра тӑракан Маркусон еннелле нумай пӗлтерӗшлӗн ывӑтать. Ермолай лайӑх ҫынпа уйрӑмӑнах умра черкке пур чухне калаҫса ларма юратать, анчах та вӑл нумайччен ларма юратмасть: ҫавӑнтах тӑрать те каять. Хӑй вара будка айӗнчен хӑйӗн миххине туртса кӑларчӗ, пуҫланӑ чӗрӗк эрех кӗленчине кӗсйине чикрӗ. Каҫсенче ту хысакӗнчи блиндажсенчен тухатӑр. — Юрӗ, — терӗ каллех Гленарван, — малтан ирхи апат тӑвӑпӑр. Хӑй сунара ҫӳренӗ вӑхӑта ҫеҫ вӑл кунта килсе вырнаҫнӑ. Анна кровать ҫине сӗвӗнчӗ. — Э! Ӳпкелетӗр! Ӳпкелетӗр халь! — кӑшкӑрса ячӗ Шубин. Кантӑксем чӑнкӑртатса ҫӗмӗрлеҫҫӗ, туха-туха ӳкеҫҫӗ вӗсем, хӗмленсе ялкӑшакан пӗренесем татӑла-татӑла анаҫҫӗ. Пӳрт ҫинче хӗрлӗ тӗтӗм палкаса, явӑнса тӑрать. «Ҫӑлӑр тархасшӑн, ҫӑлӑр, ҫунатпӑр!» — йынӑшса ҫухӑрса яни илтӗнсе кайрӗ. Пӑтӑ валеҫесси пысӑк перемена вӑхӑтӗнче пулать тесе шутлатчӗҫ. Эпӗ хам та ухмах мар. Кам кама улталӗ-ха! Курӑпӑр!» — шухӑшларӗ вӑл, Оленинпа асӑрханса тыткалама кирлине сиссе тата ҫавна пула хӑй ӑшӗнче ӑна хирӗҫле ырӑ мар туйӑм хускатса. Каллӗ те маллӗ чупкаласа ҫӳренӗ хушӑра вӑл, ытла хыпӑннипе ӗнтӗ, пӗр миххинче дьяк ларнине манса, Чуба ҫав михӗ ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ йывӑр кӗлеткеллӗ Чуб дьяк пуҫӗ ҫинех хӑпарса ларчӗ темелле ӗнтӗ, сивӗре шӑннӑ аттисемпе вӑл унӑн пуҫне хӗстерсех лартрӗ, анчах мӗскӗн дьяк темле ыратсан та, ни ӳсӗрме, ни ӗхлетме хӑяймарӗ. — Эпӗ сана ҫырмасӑр ниҫта та ямастӑп! Лушка мӑнаҫлӑн тухнӑ, ӑнран кайнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, пӗтерсех пӑрахнӑ Филимониха ҫине йӗрӗнсе те пулин пӑхса илмен. Ҫак сехетпе пӑхсан — эпир Ҫӗртен вун тӑхӑр сехет каялла уйрӑлнӑ. Тен, ҫак автан та Голланди нацийӗ, — эсӗ ӑна пӗлместӗн-и? Пурнӑҫӗ ун лӑпкӑ пулнӑ, ялан вӑл пӗр вырӑнта ларса тӑнӑ, ну, пӗр ҫӗрте ларса яланах пурин ҫинчен те шухӑшланӑ… ӑна, тӑванӑм, пӗрре итлеме мӗн тӑрать, вӑл пурнӑҫри кирек мӗнле ӗҫе те витӗр курать… Вӑт мӗнле япала вӑл, йӗкӗт, пӗтӗмпех шухӑшласа пӑхсан, ытла ансат япалах мар. Мӗн ачаранпах, Азов тинӗс хӗрринчи Геническра пурӑннӑ чухнех, вӑл хӑй тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пулать. Икӗ сехет кайсан Катастрофа сӑмсахӗ те куҫран ҫухалчӗ, яхта Шыравҫӑсен проливне кӗрес ҫӗре ҫитрӗ. — Илтӗм. Калама ҫук хӗпӗртетӗп… Ҫакӑн пекех ансӑр та кукӑр-макӑрччӗ-ши вара вӑл? Туман шӑлне йӗрчӗ те пуҫне сулласа илчӗ. Комсомолецсене ертсе пыракан ҫамрӑкӑн, батраксене хӳтӗлесе тӑракан ҫыннӑн, ял хӳшшинче тӑшмансенчен ытла тусӗсем ытларах пулнӑ. — Мана Василий Васильевич ҫапла каларӗ: ҫак протезсене туса чапа тух, лейтенант вӗсене тӑхӑнса урасӑрах вӗҫме хатӗрленет, тет. Анчах хӑйӗн тусӗн сӑн-пичӗ ӑна ҫав тери хаяррӑн курӑнса кайрӗ, вӑл тутисене чалӑштарса кулнинче тата унӑн чарӑлса кайнӑ куҫӗсенче шӳтсӗр юнавлӑх йӑлтӑртатнӑн туйӑнса кайрӗ те, вӑл ирӗксӗрех шикленсе илчӗ… Ҫӗлен тирӗ хӑйӗн ӗҫне тӑвать Эпир кунӗпех ҫывӑртӑмӑр, каҫ пулсан тин ҫула тухрӑмӑр. Тепӗр кунхине Оленин яланхинчен иртерех вӑранчӗ, унӑн пуҫне тӳрех каҫхи шухӑш пырса кӗчӗ. — Ман ҫиес килет, — терӗм эпӗ. Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн унӑн пассажирӗсене ҫаратни, Кэмден-Бриджеран ҫур мильре хуралӑҫ виллине тупни, — ҫаксем пурте катастрофӑна усал шухӑшлӑ ҫынсем тунине кӑтартса параҫҫӗ. Кайран Валахинӑпа хӗрӗ хушшинчи ҫыхӑнусем япӑх пулнине хам асӑрхани ҫинчен аттене каласа парсан, вӑл мана ҫапла каларӗ: — Мӗн калама, вӑл хӗрне, мӗскӗне, хӑй хӑрушла хыткукар пулнипе тертлентерет, ытла та тӗлӗнмелле, — хушса хучӗ вӑл хурӑнташ хӗрарӑма хисепленин туйӑмӗнчен вӑйлӑрах туйӑмпа. Халь ӗнтӗ урӑх адвокат — пӗчӗкҫеҫ, ҫивӗч, шуранкӑ, тӑрӑхласа кулакан сӑн-питлӗ ҫын калаҫать, судьясем ӑна кансӗрлеҫҫӗ. — Апла пулсан хӑвӑрӑн туррӑра пӑрахӑр. — Кунсӑр пуҫне, тахҫанах эпӗ сана калас тенӗччӗ, ӑнлансах ҫитерейместӗп эпӗ сана. Ҫак вӑхӑтра коллежски асессор ун патне темиҫе кӗренке чей е сукно илсе пынӑ пулсан та, лешӗ ӑна ытлашши хӗпӗртесе йышӑнмастчӗ пулӗ. Частнӑй пристав искусствӑри пур япалана тата мануфактурӑна питӗ юратакан ҫын пулнӑ, анчах государство ассигнацине пуринчен ытларах кӑмӑлланӑ. Тырӑ сӑвӑрмалли машинӑран мар-и? — Тӗлӗнмелле. Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ Америкӑра пулнӑ вӗт-ха… — Анчах ман халӗ урок пырать-ха. Эсир ӑна манран лайӑхрах пӗлетӗр ӗнтӗ… Калӑр. Чӑнах та, Пугачев шӑп та лӑп пире ҫул кӑтартнӑ ҫынпа пӗр сӑнлах. Будапешта питӗ хытӑ аркатни те тӗрӗс ӗнтӗ, анчах унӑн тӗрӗс-тӗкел сыхланса юлнӑ кварталсем те ҫак фотографисем ҫинчи пек илемлӗ мар. Ҫул ҫинче ун пек-кун пек ним те пулмарӗ, ҫак кӗске ҫулта никам та ытлах ывӑнмарӗ. Анчах курпун Ольгӑна ӳкӗтлесе хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ: — Кайран, вилсен илсе каятӑр унта. — Ку мӗне пӗлтерет? — ыйтрӗ Аркадий. Федя мана ырӑ каҫ сунчӗ те, алӑк чӗриклетсе хупӑнса ларчӗ. — Тавтапуҫ, амӑшӗ! — Андрейч, пурӑнатӑн-и? — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл. Ҫӗр яланах хӑйӗн пӗр енӗпе Хӗвел тавра ҫаврӑннӑ пулсан, мӗн пулӗччӗ-ши? Вӑрттӑнлӑхпа хурлӑх Каса-дель-Корво гасиендинче — хурлӑх. Ҫывӑхран пӑхсан, Алексей вӑл ӑслӑ, хитре те кӑшт кичемрех сӑн-сӑпатлӑ ҫын пулнине курчӗ. Вӑйлӑ алӑ ӑна аяккалла тӗртсе ячӗ те, вӑл карта ҫатанне пырса ҫапӑнса кисрентерчӗ. Вунҫиччӗмӗш кругра Денни хӑйӗн шухӑшне пурнӑҫланӑ. Земзе несӗлӗсем хулана хӑмӑшпа витнӗ, ҫавра, чул ҫурт-йӗрпе капӑрлатаҫҫӗ. Пурте эпӗ хистенипе пулса пычӗ. Эсир ыттине пӗлетӗр, сэр, мистер Паганель арпаштарман пулсан, халӗ «Дункан» манӑн алӑра пулассине те пӗлетӗр. Анчах сана ҫакна асра тытма ыйтатӑп: санпа инкек пулса эсӗ вилсен, эпӗ чӑтса ирттереймӗп. Вӗсенчен пӗрне пӗлетӗп те эпӗ. Мӗнпур хула ӑна портрет ӳкерттересшӗн пулчӗ тейӗн. Мӗн те пулин хӑй кӑмӑлланӑ пек пулмасан ҫӗҫӗпе тӳрлетет, анчах хӑйӗнне тӑватех. Ман мӗн ӗҫ пур унпала, Томаспала? Анчах вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрти моряк ку йӑнӑша тепӗр хут тӑваймӗ. Ан тив калаҫчӑр! — Мӗнле, эс авланать тени чӑнах-и вӑл? — ыйтрӗ Оленин. — Чӑнах та вӗт, э? Ак штраф хурсан, мур пуҫӗ, йытӑ мӗнне, каскӑн выльӑх мӗнне аванах пӗлӗ те-ха. — Мана аса илнӗшӗн тавтапуҫ, Лена. — Ия, сеньор. Эпӗ акӑш пек шурӑ, ирӗклӗ те хӑвӑрт ҫӳрекен «Пермь» пароход ҫинче каллех посудникра ӗҫлетӗп. Хулара халӗ пӗр тӗрӗс-тӗкӗл ҫурт та юлман, ҫӗрӗ шӑтса, ҫурӑлса пӗтнӗ, вӑл уйӑх ландшафчӗ майлӑ… — тесе пӗлтернӗ. «Табак туртатӑн-и? Ҫак телейсӗр сӑмах Элен кӑмӑлне ҫӗклерӗ, вӑл савнӑ француз яланхилле миҫе хут ҫылӑха кӗни ҫинчен ыйтасшӑн пулчӗ. Джим та, эпӗ те ӑна питӗ хӗрхенсе кайрӑмӑр, лӑплантарма тӑрӑшрӑмӑр, анчах вӑл: кӑлӑхах тӑрӑшатӑр, эпӗ пурпӗр лӑпланаймастӑп тет, анчах эсир мана герцог вырӑнне йышӑнсан, ку маншӑн темрен те паха пулӗччӗ, эпӗ уншӑн пит савӑннӑ пулӑттӑм тет. Апла тума килӗшетпӗр эпир, ӑна мӗнле тумаллине ҫеҫ вӗрентӗр пире терӗмӗр. Акӑ мӗншӗн Катя килмерӗ иккен! Эпӗ пурӑнакан ещӗк илсе ҫӳреме майлах марччӗ: вӑл Глюмдальклич чӗркуҫҫи ҫине аран вырнаҫатчӗ тата кӳме ӑшне тӑвӑрлататчӗ. Эсир мана пӗлтерӗр. О-ой… Пур енчен те курӑнакан, заклепкӑсемпе ретӗн-ретӗн йӑлтӑртатакан, ҫӑмарта евӗрлӗ аппарат сарай варринче, кӑштах сӗвекрех цемент тӳремре ларать. Анчах ҫак вӑхӑтра тахӑшӗ завхоз ҫинчен аса илтерчӗ: — Хӗрарӑмсем, Уҫӑп ӑҫта? Хум ӑҫталла юхтарса кайсан та япӑх; этем чул ҫинче тӑнӑ чухне те хӑй ури ҫинче пултӑр. Ҫӗклейӗҫ-ши мана урасем? — Тӗрӗс, сударыня, анчах… Атте алҫыруне курас килетчӗ манӑн. Эх, эполетсем, эполетсем! — Вӑл нихӑҫан та ӑҫта кайни ҫинчен каламасть. — Пулнӑ пулас та, эпӗ вӗсем патӗнче нумайранпа мар-ха… Пичӗ-куҫӗ те, кӗпи те — ыттисенни пекех. Анчах вылясса вӑл юратмасӑр, ирӗксӗр выляни сисӗнет. — Савӑнӑҫу ҫинчен пӗлтерме хушмастӑн-и ӑна? Эпӗ хама валли ӗҫ ыйтса илетӗпех. Ваҫили Андрейч ӑна итлесе сылтӑмалла уттарнӑ. Анчах ҫавах ҫулӗ пулман. Анчах вӑл хӗрарӑмсем ҫинчен урӑхла калаҫма вӑтанать, хӑйӗн циник, аскӑнҫӑ та ҫӗнтерӳҫӗ реномине ҫухатасран хӑранипе вӑтанать. Анчах, ҫав пӗр Лушкӑран та уйрӑлса ҫитейместӗп пулсан, мӗнле путсӗр сӗтӗрӗнчӗк пулам-ха эпӗ? Ух, вӑл фашистсене! Фонтене патӗнче пӑлхавҫӑсен пӗр пупӗ старике хӗҫпе касса вакланӑ. Ну, ваше благородие, паллӑ ҫын пулмалла вара вӑл: апата ларчӗ те хӑех икӗ ӑшаланӑ сысна ҫури ҫисе ячӗ; мунчара ҫав тери вӗри ҫапӑнать: Тарас Курочкин та чӑтаймарӗ, милӗкне Бикбаев Фомкӑна пачӗ те, сивӗ шывпа ҫӑвӑнса аран-аран уҫӑлчӗ. Тӗтреллӗ, ансӑр ҫунаттисене сарнӑ, ялкӑшса тӗлкӗшекен хӗвел анса ҫитрӗпе пӗрех. Марья Кириловна нимӗн шухӑшласа тӑраймасӑрах ҫырӑва илчӗ, ҫав самантрах тата ӑна илнишӗн ӳкӗнчӗ те. Канупер майлӑ мар-и кӑштах? — Каҫарӑр, государь, мана вӗлерчӗҫ, — тенӗ те хайхи адъютант, ҫак самантрах лаши ҫинчен ӳксе вилнӗ. Пирӗн «Т — 34» теекен танксем, Озеров хушнипе, хӑйсен вӑрманти засадинчен уялла кӗмсӗртеттерсе тухрӗҫ. Тыт пакур… Усӑллӑ япаласемпе интересленессине пӑрахсах, хама йывӑр тивнине пӑхмасӑр, comme il faut пулассишӗн мӗн кирлине йӑлтах туса пырса, ылтӑн вӑхӑта сая яни те, этем йӑхӗн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне курайманни тата ун ҫине йӗрӗнсе пӑхни те, comme il faut ушкӑнӗн тулашӗнче пулса иртекен хӳхӗм япаласем ҫине тимлӗхе уйӑрманни те — ҫаксем пӗри те мана сиен кӳнӗ ӑнланӑвӑн тӗп инкекӗ мар-ха. Дубровский хӗрӗн аллине чуптурӗ те йывӑҫсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ. Ҫивӗч те хӗрхенӳсӗр класс кӗрешӗвӗ ҫавӑрса илчӗ Украинӑна. Ӑшаланӑ кӑркка аҫи юлашкипе апатлансан, вӗсем ҫула тухма хатӗрлене пуҫланӑ. Кала, христарати вырӑнне, те, эпир куҫса ҫӳрекен турӑ ҫыннисем пекех, те. Сӑмахна тытатӑп тесе тупа ту! Вӑл каялла ҫавӑрӑнса пӑхса пӗр хулӑм каштана, унтан теприне илсе вӗсен вӗҫӗсене досчаник хӗррине хучӗ те, досчаник ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе хӑпарса команда пачӗ: — Каштасем ҫыранран анса каясран — вӗсен вӗҫне урупа пус та, пичкесене йышӑн. Ӑна курасси ҫинчен паллах, эпӗ аса та илмен. — Эпир сирӗн пата пӗр ӗҫ пирки йӑлӑнса ыйтма килтӗмӗр, — терӗ «чӑх хыпалакан» Аким мучи, сывлӑх сунса, сӑхсӑхса илме турӑш ӑҫтарах ҫакӑнса тӑнине куҫӗсемпе кӑлӑхах шыраса ҫаврӑнса. Ерипен, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке, страница хыҫҫӑн страница ҫуралаҫҫӗ. — Ӑҫта? Ҫӗнӗ ҫул умӗн Огарнова полковника тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫ тата почта илсе килсе пачӗ. — Каласа кӑтарт, — приказ парать лешӗ, антӑхсах итлеме хатӗрскер, чикарккине ҫавӑрса. Анчах ҫав ӑслӑ ҫынсен, ман шутпа, пурин те ухмахлӑх пур, пысӑк ухмахлӑх! _____________ Вӑхӑтӑм пулнӑ пулсан, мӗн пулса иртнине чухлама тӑрӑшнӑ пулӑттӑм, шӑпа Мускав милицийӗ урлӑ Ромашов хваттерне ҫитсе пирӗн пуҫланӑ сӑмаха пӗтериччен уямасӑр татрӗ. «Ҫук, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — ку ӗлӗкхи Ромашка мар, терӗм. Ӗлӗкхи Ромашка хӑйне Николай Антоныч пӗтӗмпех пӑхӑнтарнӑшӑн савӑнса тӑратчӗ. «Ҫутҫанталӑк историйӗ» тени ытла та нумая пӗлтерет. Унта кӑвак кӑранташпа, шултра сас-паллисемпе ҫапла ҫырнӑ: «Хӗрача, тухса кайнӑ чух алӑка хытӑрах хупса хӑвар». — Эсир пит те ырӑ кӑмӑллӑ, анчах… анчах… Вӑл пур чухне Фома хӑйне хӑй кӑнттаммӑн, катмаррӑн, йывӑррӑн туйнӑ: ҫак ӑна кӳрентернӗ, вӑл вара, Софья Павловнӑн пысӑк куҫӗсем хӑй ҫине ачашшӑн пӑхнӑ чух, нар пек хӗреле-хӗреле кайнӑ. Хаҫат престола темле дона йышӑнмалла тесе ҫырать. — Мӗскӗн Халл капитанпа «Пилигримӑн» пӗтӗм экипажӗ вилнӗ кунтанпах. Вӑл яланах, перо шӗвӗртсе ларать. — Эпӗ те пыратӑп, — терӗ Роберт, вырӑнтан тӑрса. Щукарь мучи, ним тума аптӑранипе шак хытса кайса, аллинчи миххине лаштӑрах ҫӗре ӳкерет, ҫӗлӗкне хывать те ытла та вырӑнсӑр вӑхӑтра пулин те сывлӑх сунать: «Ырӑ сывлӑх сунатӑп, Афанасий Петрович!» — тесе хурать. Лӑпланма пултаратӑн: эпӗ сана вӗлерсех пӑрахмастӑп, манӑн ун пек йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук. Чи пахи — аса илни, ярса пани, тата ҫыру та пур акӑ… Англире. Интеллигент сӑнарӗнчен уйӑрса илетӗп, тесе шутлатӑп, пурне те хам умран ирттерсе ятӑм — ҫавах пӗлеймерӗм, мур илесшӗ! Арто, кунта кил! Алексейпе унӑн арӑмӗн хулара туссем пулман, анчах праҫник кунӗсенче унӑн якалса, чӗркеленсе пӗтнӗ кивӗ япаласем лартса тултарнӑ чӑлансем евӗрлӗ тӑвӑр пӳлӗмӗсене темшӗн шанчӑклах мар ҫынсем пухӑннӑ: унта фабрика тухтӑрӗ, ылтӑн шӑллӑ Яковлев, хаяр тата ҫынсенчен тӑрӑхласа кулма юратакан ҫын; ялан кӑшкӑрса калаҫакан Коптев техник, ӗҫке ернӗ тата картла выляма юратаканскер; Мӗншӗн тӑлӑх арӑм Дуглас хӑйӗн вӑрласа кайнӑ кӗмӗл табак пураккине пуҫҫапса тавӑрмасть? — Эпе ӑна географине вӗрентӗп. Ыран Украинӑри комсомолӑн Центральнӑй Комитетӗнче ӗҫлеме килӗшни ҫинчен Харькова ҫыру ҫырса яратӑп». Унтан сасартӑк мана хӗрӳллӗн чутпуса илчӗ. Ҫавӑрчӗ пулас ку сана? — тӗртсе каларӗ Зеленова. Жухрай Павел ҫине хӗрхенсе пӑхса илчӗ. Ну, лаша е йытӑ тесен — вӗсем хӳрипе шӑнасене хӑвалаҫҫӗ. Малалла пӑхар-ха. Офицерсен шавлӑ та ҫутӑ клубӗнче эпир пуҫӑмӑра сӗнксе ларатпӑр. Ӑна пӗтӗмпех намӑс элекӗн лапӑрчӑк карри карса илнӗччӗ, унта пӗр ҫын та усал халлаппа тивмесӗр юлни ҫукчӗ. Пӗрре каҫхине вӗсем тӗттӗм йывӑҫсем хушшипе майӗпен тусем ҫинчен анса, яла ҫӗр каҫма кайрӗҫ. Анчах тӗлӗнмелле: Луиза ҫав стенасене ҫӗнтерме май ҫуккишӗн пӑшӑрханмасть; уншӑн пӑшӑрханма мар, вӗсем тӗреклех мар пулӗ тесе хӑраса тӑрать. Уйӑхлӑ каҫсенче тунсӑхламасть-ши вӑл? Анчах чуптунисемпе юратса чӑмӑртанисем чирлисемшӗн вилмелле мар пулас, мӗншӗн тесен ача вӗсенчен вилмерӗ. Тулун — вӑл йытӑ… — Эсӗ ӑна ман ҫумма йытӑ вырӑнне, мана сӑнама, Алексейрен сыхласа пурӑнма тӑратнӑ та ӗнтӗ — ӑнланатӑп вӗт эп. Вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑл арӑмӗпе кинне те лӑплантарнӑ: — Ан ӳлӗр, каятпӑр, хам та унта кайса пӑхма шутланӑччӗ! Мӗнле кӗнеке вуларӑм эп! — Вӗсем виҫҫӗн, — терӗ капитан. «А! а! — шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл Моссамедиша килет — ку вӑл Анголӑн кӑнтӑр ҫыранӗнчи пӗчӗк порт, унта чура сутуҫисен карапӗсем пырса ҫӳреҫҫӗ, ӑна Негоро та лайӑх пӗлет. — Эпӗ сирӗнтен суд ӗҫе пӑхма тытӑнассине май килнӗ таран тӑсма ыйтасшӑн. — Пӗрне ҫех каласшӑн эпӗ пурӗ те: ман арӑма вараланчӑк, суя элек ҫыпӑҫрӗ, ӑна… ну, урӑхла эппин, унта… — Унтан ҫавӑнтах:— Аслӑрах, анчах унран каярах… — тесе, тепӗр сасӑпа каланӑ пек, хӑйне хӑй ответленӗ. Эсир пӗлместӗр-им гимназире мӗн чухлӗ тӑлӑха юлнӑ еврей ачисем, эсир тата эпӗ Корчагин ҫинчен каласа парасса кӗтетӗр. — Епле тӗлӗнмелле тӗлӗк! Вӗсем пурте — арҫынӗсем те, хӗрарӑмӗсем те, ачисем те — ҫаппа-ҫарамас, хӑйсем кӑвайт тавра пухӑнса ларнӑ. Ҫав кунсенче Яков Лукич иккӗлле уйрӑлса кайнӑ тӗлӗнмелле пурнӑҫпа пурӑнчӗ. Маориецсен йӑхӗсем, Шотландин кивӗ кланӗсем пекех, пӗр ҫӗре чӑмӑртаннӑ. — Ҫапла ӗнтӗ, — мӑкӑртатса илчӗ Артём. Ирхине, ялан пулнӑ пекех, унӑн ик ҫыруҫи, Елихоферпа Ахия, папирус тӗркисене, хӑмӑшпа чернила хатӗр тытса, тронӑн икӗ енӗпе сарнӑ хаклӑ чӑптасем ҫинче выртнӑ ӗнтӗ. Пӗр-пӗрине ан ӑмсанӑр, эсир маншӑн пурте пӗрешкелех, пурне те хӗрхенетӗп… тетӗп. Сехет вӑчӑри те пурччӗ… Телее, хулӑн тӑрӑллӑ кӑткӑ йӑви ҫумӑр ямарӗ, ку енӗпе вӑл хӑнтӑрсен ҫирӗп ҫуртӗнчен кая пулмарӗ. «Первомайскин» виноградникӗсем виҫӗ анлӑ сӑртпа тинӗс хӗрринех анаҫҫӗ. — Ак тата! Тата тепӗр минута чӑтса тӑрӑр, вара хӑвӑрӑн мӗн калас килнӗ, ӑна калӑр. Мӗнпур асӑрхавлӑ ӗҫсене Эленпа Мэри Гранта систермесӗр туса пыни ҫинчен каламалли те ҫук, Гленарван вӗсене хӑратасшӑн мар. Ҫав вӑхӑтра, хӑйӗн типнӗ аллине хӗвне чиксе, Андрей Деренков пырса кӗчӗ; вӑл йӑмӑкне ҫемҫе ҫӳҫӗнчен шӑлкаласа илчӗ, унтан вӗсене арпаштарса ячӗ те, манран эпӗ мӗнле ӗҫ шырани ҫинчен ыйтма тытӑнчӗ. Ӑна тата Долиннике дивизи политотделӗ совет влаҫӗн органӗсене йӗркелеме хушнӑ. — Турӑшӑн та ҫапла! Ҫук, председатель, кунта эсӗ йӑнӑшрӑн! — Мӗн тума ку, Павел Павлович? — Марийка хыҫҫӑн утнӑ май вӑл тӳррине каласа пачӗ: — Эпӗ т-тахҫанах кӗрес тетӗп те, хуҫинчен хӑратӑп. Анчах мӗн тума пултарӗ-ха вӑл? Анчах акӑ председатель «хамӑр шкулта вӗреннӗ, халӗ актерсем пулнӑ ҫынсенчен Григорий Израилович Фабер калать» тесе пӗлтерсен, икӗ патвар йӗкӗт тӗлӗнсе каймалла пысӑк кунтӑк йӑтса кӗчӗҫ те, пурте куҫӗсене чарса пӑрахрӗҫ. Мигуэль Диаз ҫук. Ҫӗр ҫинчи пушар чарӑннӑ. — А? — Мӗн куҫласа тӑратӑн эсӗ кунта, э? — илтнӗ Фома Ухтищевӑн ҫиллеслӗ сассине. Вӑл ним шухӑшламасӑрах сутӑнчӑк ҫине сиксе ӳксе пӑвса пӑрахма чӑрмантаракан тӑлла татса ывӑтма хӑтланчӗ. — Пӗлсессӗнччӗ эс, епле пурте ирсӗр… йӗри-таврипех пӗр чӗрӗ чун ҫук… Анчах пурнӑҫ — сӳнтерсе-сӳнми вучах. Караван ҫумне кун каҫиччен ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ кимӗсем хутшӑнса пычӗҫ. Унта вӗсем тепӗр кунне каҫпала чиперех ҫитрӗҫ. Ҫул ҫинче Базаров та, Аркадий те Одинцова ятне те асӑнмарӗҫ; Эпӗ сире айӑпларӑм… кӑлӑхах та пулӗ? Кун пек япала вӑл час-часах пулмасть вӗт! — Эсир тата акӑлчансем. Эп унпа пахча сухалама шутламастӑп, вӑл пӗр касӑллӑ плуга та сӗтӗрес ҫук… — Ну, эс шӳтлесе ан тӑр! Дубровский фитиле тивертрӗ. Тупӑ пени питӗ ӑнӑҫлӑ пулчӗ: пӗрин пуҫӗ татӑлса ывтӑнса кайрӗ, иккӗшӗ суранланчӗҫ. Усал чӗлхесен ялан палкамалла ӗнтӗ. Ку тапхӑрӗнче ӗнтӗ вӗсем ун хӗрне кӑшлама тытӑннӑ. Пӗлетӗр-и — манӑн арӑм вилет. Анчах, лайӑхрах пӑхсан, тимӗрҫӗн те мар. Ҫырлахах турӑ, мӗн курмалла пулчӗ! Проксима — пӗчӗк ҫӑлтӑр, вӑл лайӑх кӑтартакан телескоп витӗр кӑна курӑнать, ӑна курас тесен, Ҫӗрӗн кӑнтӑр ҫурчӑмӑрӗнчен пӑхмалла. Проксима патне мӗнле майпа хӑвӑртрах ҫитмеллине шутласа пӑхар-ха. — Эпӗ — купец! — хӑтӑруллӑн ответленӗ Игнат, анчах, кӑшт тӑхтасан, ырӑ кӑмӑллӑн кулса янӑ та: — Ухмантей эс, ачам! — тенӗ. Ӗмӗтӗм татӑлнӑран хытӑ тарӑхса, эпӗ чылайччен вырӑнтан та хускалмарӑм, йытта та йыхӑрмарӑм, пӗҫҫӗмрен ҫапа-ҫапа, ҫине-ҫинех ҫапла калайрӑм: — Турӑҫӑм, мӗн туса хутӑм-ха капла! — Ах, манӑн ӑна тем пекех курас килет-ҫке! — тенӗ Лиза, тарӑн сывласа илсе. Ӗнтӗ, турра мухтав никам та кунта кӗрсе пире ҫаратман пулас-ха. Старик ҫинче — ура тупанӗ таран сюртук, пуҫӗнче — ҫӳллӗ картус, аллинче тем пысӑкӑш сунчӑк пулнӑ. Тата сулӑ туса хатӗрличчен пирӗн кунтан тапранмасан та аванрах. Маншӑн пулсан Ромашов ҫук-чун та инҫетри ҫынччӗ, хам ӑна ҫӗнтерни ҫинчен шухӑшланипех хӗпӗртерӗм эпӗ… Хулӑн доктор пӗрмаях «тупра» памаҫҫӗ-и-ха, тесе ыйткаласа тӑчӗ, «туприне» халӗ те памаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пурга паҫӑрхи пекех варкӑшса та кӗрлесе асар-писер янраса тӑчӗ. Эпӗ ҫав тери хытӑ ҫухӑрма пуҫларӑм, ахӑр, Катя Гаерпа ман хушша кӗрсе тӑчӗ. — Вак-тӗвексем айне пуласран хӑрамастӑр-и? Унӑн арӑмӗ чирленӗ, вырӑн ҫинчех выртать, Ванькӑ Аржановран кӗпе-йӗм те парса ярайман, хӑйне киле пыма чӗннӗ. — Учительницӑран терӗ. Килӗнче вӑл суйнӑ: ирхи апатчен Санинпа уҫӑлса ҫӳретӗп те вара магазина каятӑп, тенӗ. Ӑна эпӗ килӗшнӗ вӑхӑтсем те пулнӑ: анчах эпӗ уншӑн ытла та ҫӑмӑлттай, эсӗ вара типтерлӗ ҫын, йӑла тӗлӗшпе те, кӗлеткӳпе те чыслӑ, ку пӗрремӗшӗ, — эсӗ тӑхта-ха, эпӗ каласа пӗтермен, — эсӗ тӳрӗ кӑмӑллӑ вӑтам энтузиаст, наукӑна чунтан парӑнса ӗҫлекенсен чӑн-чӑн представителӗ, вӗсемпе, ҫук вӗсемпе мар, вӗсене вырӑссен вӑтам дворянстви тивӗҫлипе мухтать! Акӑ тата тепӗр фантазиллӗ сцена. Вара ҫӑкӑр сӑмсине виҫӗ пӗр пек мар пай туса хуҫрӗ: пӗрне, чи пысӑккине, Сергея тыттарчӗ (пӗчӗкскер ӳсет — унӑн ҫиес пулать), теприне, пӗчӗкреххине, йытӑ валли хӑварчӗ, чи пӗчӗккине хӑй илчӗ. Икӗ ҫул ҫурӑ хушшинче Гарри Грантпа икӗ матрос утрава пӗтӗмпех улӑштарса ҫӗнетнӗ. «Ан ашкӑн, ан ашкӑн, ватсупнӑ, ан ашкӑн, шуйттан карчӑкки!» терӗ те Басаврюк, намӑс сӑмах лаплаттарчӗ! хучӗ, тепӗр ырӑ ҫын пулсан, вӑл сӑмаха итлес мар тесе, хӑлхине мӑкланӑ пулӗччӗ. Банник сӗтел ҫине ӳпӗннӗ, вара каллех ун аллинчи кӑранташ хут листи тӑрӑх ерипен куҫкалама пуҫларӗ. Шӑллӑм, хӑвӑн парӑмна, тӳрӗ те ырӑ ҫын парӑмне пурӑнӑҫа кӗрт; ху, лайӑх ҫынсенчен пӗри, кӑтартса пурӑнакан ултавлӑхпа начар сӑнлӑха пӗтер! — Эсӗ мӗн — ҫакӑнпа вӑрҫӑ пӗтсе ларчӗ тетӗн-им? — Унтан вара?.. — тесе ыйтнӑ Клош-Кван. Огнянов сывлӑшне тарӑннӑн ҫавӑрчӗ. — Ав ҫавӑнта! — тавӑрчӗ Геркулес, инҫетри, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчи аран-аран курӑнакан пӑнча тӗллесе. Доктор, капитан кирек мӗн пулсан та чӗрӗлесси ҫинчен ӗнентерчӗ, анчах ӑна темиҫе эрне хушши утса ҫӳреме юрамасть, аллине хускатма тата нумай калаҫма юрамасть, терӗ. Ял ҫыннисем патриотсене хирӗҫ. Вӑл ҫамрӑк, чипер, уйрӑммӑнах пуян пулӗ, эсӗ хӑратӑн тата… Юрланнӑ ҫынсем ним чӗнмесӗр магазин алӑкӗ ҫумӗпе вӗлт те вӗлт ирте-ирте каяҫҫӗ, — вӗсем такама пытарма, ҫӑва ҫине ӑсатса яма тухнӑ пек, анчах тупӑкне илсе тухнӑ ҫӗре ӗлкӗреймен те халь хӑваласа ҫитесшӗн васканӑ пек туйӑнать. — Чӑнах-и, Рада? — хӗпӗртесе ыйтрӗ суккӑр. Кун пекки вӑл сайра пулать. Эпӗ, ҫак вӑхӑта ахаль ирттерес мар тесе, Европӑна каякан судно киличчен, ҫав чаплӑ пикен тӑррине хӑпарса курасшӑн. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен хамӑн ҫывӑх тус пулнӑ пӗр ученӑй лилипутпа калаҫнӑ чухне вӑл мана: санӑн пит-куҫ мана аякран илемлӗрех туйӑнать, терӗ. Маориецсене улталас тесен, вулкан пулнӑ пек кӑтартса парсан та ҫитет, ҫавӑнпа та унӑн хаяр вӑйӗсене ытлашши кӑларса яма нуши те ҫук. Егорушка унта шултра вӑлча банки тӑварласа типӗтнӗ тачка пулӑ татки тата француз ҫӑкӑрӗ курчӗ. Часах сулхӑн ҫил вӗрсе ячӗ. Тата темиҫе утӑмранах эпӗ вӑрман хӗррине тухрӑм. Ман куҫ умӗнче горизонт таранчченех хӗвелпе йӑлтӑртатакан тинӗс сарӑлса каять, ҫыран хӗрринче тинӗс хумӗ кӑпӑкланса вӗрет. Ҫакӑн пек ыйтса-калаҫса, иккӗмӗш-виҫҫӗмӗш ыйткалакансемпе сӑмахланӑ хыҫҫӑн, вӑл килнелле каять е пӗрер чӗркке эрех сыпма хӑйӗн пускиле Иван Никифорович патне, е судья патне, е городничий патне кӗрсе тухать. Тавӑру хӑвачӗпе ҫулӑмланнӑ дикарьсем сӑрт ҫине хӑпармалли вырӑн патӗнче кӗпӗрленчӗҫ, вӗсем таркӑнсене пуртӑсемпе те пӑшалӗсемпе юнаҫҫӗ, ахӑрашаҫҫӗ, анчах малалла пӗр утӑм та куҫмаҫҫӗ. — Эпӗ, анне, сана нумай япала чунтан пырса тивнипе йывӑр пулнине кураттӑм. Маякин Гордеевсем ҫине куҫӗсене хӗскелесе пӑхнӑ, унтан, ассӑн сывласа ярса, хӑйсем патне каҫхине хӑмла ҫырли пахчинче чей ӗҫме пыма каласа, сывпуллашса тухса кайнӑ. Уэлдон миссис вӑл ывӑнса ҫитнипе чирлесе ӳкесрен хӑрама пуҫларӗ. Пӗр ӑстрӑмрах вӗсем тӗнчери хыпарсене, унтан та ытларах — хӑйсен пурнӑҫӗ малашне мӗнле пуласси ҫинчен пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ҫар йӗрки те — хӑратнипе тунӑ йӗрке — ик енлетсе курайманнипе ҫыхӑннӑ. — Пирӗн пек ҫитӗннӗ ҫынсене мӗн тумаллине ҫакӑн пек кӑкӑр ӗмекен ачасем вӗрентсе тӑччӑр-и? — тесе хытӑ сасӑпа ыйтнӑ Массук. Дандильпе Карменти хӗрсе сутӑ тӑвакан туземецсем хушшинче кун пек хыпар сарӑлмасӑр юлма та пултарайман, кун пек хыпар Рио-Негро шывӗ юхса тухнӑ ҫӗрте те таврана сарӑлмасӑр юлма пултарайман, ҫапла вара ун ҫинчен сержант та илтнӗ пулӗччӗ. — Любишкинпа ыттисем. Эпӗ ун патне ыткӑнтӑм та аллисене хыттӑн хӗссе тытрӑм. «Вӑл шӑлт кӑна эсрелӗ!» персе ячӗ Иван Никифорович, кӗскен. Вӑйлӑ тӑвӑл. Эпӗ княжна ҫумӗнче пыратӑп; киле таврӑннӑ чух пирӗн Подкумок шывӗ урлӑ каҫмаллаччӗ. Ҫак йытӑлла революци пирӗн хушӑра та сарӑлса пырать. Капитан карттӑ ҫине пӑнчӑ лартать:— Манӑн карап ҫакӑнта! — тет вӑл. Анчах эп вокзала каймарӑм, лартӑм та докладной ҫыру ҫырма тытӑнтӑм. Вӑл тупӑк патне хуллен утса пычӗ те, чӗркуҫленсе ларса, виле ҫинелле пӑхрӗ; унтан куҫне тутӑрпа шӑлчӗ, эпӗ ӑнлантӑм: вӑл макӑрать иккен, ӗсӗклени ҫеҫ илтӗнмест, тӑрасса вӑл ман еннелле ҫурӑмпа тӑрать. Иоганнеумра лекци вуланӑ чухне профессор час-часах хӑйӗн калас сӑмахӗсене ҫавӑрса калаймасӑр сасартӑк чарӑнкаласа тӑрать, чӗлхе ҫине пырса кӗреймен сӑмахсене аса илес тесе мӑкӑртаткалать, вара ҫавӑрса калайман сӑмах куписем унӑн ҫӑварӗнчен вӗреннӗ ҫын сӑмахӗсем пек мар, ятлаҫуллӑ сӑмахсем пулса тухаҫҫӗ. Завода мӑйкӑч пек ҫавӑрса илчӗҫ. Сарай тӑрринче пуклак сӑмса ҫӗкленчӗ те — тӗтӗмпе тусан пӗлӗчӗпе хупланчӗ. Ҫак патшалӑхсене сакӑрҫӗр ярд сарлакӑш ӑшӑх пролив ҫеҫ уйӑрса тӑрать. — Вырт, пӗчӗк улпут, вырт… — анасласа ассӑн сывларӗ карчӑк. Ҫав укҫа на парасчӗ хама, эпӗ унтан ытла ыйтман та пулӑттӑм. Вӑл хӑй тытнӑ ӑтӑрне мӑнкӑмӑллӑн лагере илсе пынӑ, ачасем ун хыҫҫӑн пынӑ. — Малалла, тен, эпӗ те партие кӗрес тетӗп пулӗ. Тӑрӑшнӑ пулсан, эпӗ Сид пекех лайӑх пулма пултараттӑм, анчах ҫук ҫав, эпӗ тӑрӑшмарӑм. Усадьба, уншӑн пулсан, пӗр хӑйӗн шӑпӑрт пурӑнӑҫӗпе кӑна ҫырлахса тӑнӑн туйӑннӑ, унпа ҫумлӑн — кунтинчен ним чухлӗ те кая мар лӑпкӑ пурнӑҫпа палӑрса тӑракан пӗчӗк кил — посессор ҫурчӗ. Пӑх-ха эсӗ вӗсене! «Экономкӑн» лӑпкӑ калавӗсем, хӗрсем — студентсем, чиновниксем тата ытти «таса халӑх» ҫине хаяррӑн ӳпкелени манӑн юлташсене йӗрӗнтерчӗ тата тарӑхтарчӗ ҫеҫ мар, вӗсене вӑл савӑнтарнӑ пек пулчӗ, куна вӗсем ҫак сӑмахсемпе каларӗҫ: — Эппин, — вӗреннисем пирӗнтен усалтарах! Унта шӑппӑн ӗҫлемелле. (Старик кулса ячӗ.) Нимрен те ытла вара вӑл ҫӗр айне путарнӑ пуянлӑхсемпе тӗлӗксем ҫинчен калаҫма юрататчӗ. «Курмастӑр пулать ӗнтӗ, Осип Никифорович! — терӗ Солоха. — Мӑй вӑл, мӑя кӗмӗл ҫакнӑ». Ҫав вырӑс пурӑнӑҫӗ урӑх ҫӗршывсенчи пурӑнӑҫпа пӗрешкел пулманни кашни ҫӗнӗ кӗнеке хыҫҫӑн ман умма тата уҫҫӑнтарах тухса тӑрать, лапра кӗтеслӗ, пит вуланӑ сарӑ страницӑсем тӗрӗсси пирки хытӑрах иккӗлентерсе, темшӗн тарӑхтарса пырать. Вӑл мӗнле путнине хамӑр, чӑн, кураймарӑмӑр. Ҫав кӗрешӳ яланах ҫивӗчленсе пыни Артур хӑйне мӗнле тыткаланинче те лайӑх палӑрнӑ ӗнтӗ. Пӗчӗк старикӗн пӗр енче кӗлеткипе самӑр, кӳпшек, курӑнмиех пытанса ларнӑ пӗчӗк куҫлӑ судья креслӑра шӑнӑҫи-шӑнӑҫайми ларать, тепӗр енчи креслӑна шурса кайнӑ сӑнлӑ, хӗрлӗрех мӑйӑхлӑ курпунтарах ҫын йышӑннӑ. — Пӗрре эпӗ унпа Пашут ялне кайнӑччӗ, вӑл мана унта ҫур сехетре ҫитерчӗ. Ну, ҫитет. Пуҫлӑхсемпе тата юлтӑшӗсемпе вӑл сахал хутшӑнчӗ. — Вӑл. Пӳлӗм тӗттӗмленсех пычӗ; каҫ пулман пулин те, тинӗсрен ҫуркунне ҫеҫ пулакан йывӑр та витӗр витекен тӗтре хӑпарать. Яру-Дзангбо-Чу Тибет сӑртӗнчен ниҫта та тармӗ. — Эпӗ ӑҫта пулатӑп, ҫавӑнта. Бек-Агамалов тавра ҫынсем хӑвӑрттӑн та таччӑн пухӑнса тӑчӗҫ, анчах вӗсем ҫавӑнтах, анлӑн сарӑлса, тапса сикрӗҫ те пӗтӗм пӳлем тӑрах чупса саланчӗҫ. «Епле манма пултарнӑ вӑл ӑна?.. Вара каллӗ-маллӗ сӑтӑркаласа, вилка юпписем хушшине тасат, анчах асту — йӑлтӑртатса тӑтӑр. Старик кӑшт тул ҫути палӑрсанах вӑранчӗ. Шӑппӑн тӗлӗрнӗ Алексей ҫине пӑхса илчӗ те кинӗпе тем пӑшӑлтатрӗ, вара ҫула тухса кайма хатӗрленчӗ. Эсӗ, тымарсене татас шутпа, Шепетовкӑран ҫемьепех Казатинри депона куҫрӑм тесе пӗлтеретӗн. Том ман ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те ҫапла каласа хучӗ: — Том, эсӗ тин ҫеҫ Джим ирӗкре терӗн-ҫке. Давыдов кулса илчӗ. Вӑл пӗр сасӑ кӑлармасӑр, ниҫта сиккеленмесӗр ларать, пӗтӗм кӗлетки хӑйӗн темле хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшланине пӗлтерет. — Ҫитӗ тетӗп-ҫке… — Аха-а! — Акӑ манометр, пуринчен те кирлӗреххи, ҫакӑншӑн эпӗ ытти мӗнпур япаласене те пама хатӗр. Ай, турӑҫӑм, мӗнле тумланнӑ вӑл! Майор вырӑнӗнче тепри пулсан йӑл та пулин кулса илетчӗ ӗнтӗ. Ваальзее замокне Горева американецсемпе тӗл пуличчен пӗр виҫӗ кун маларах госпиталь уҫас шухӑшпа килчӗ, анчах часах унӑн ку плана пӑрахӑҫламалла пулчӗ. Нумаях пулмасть мыскара пуҫарса яраканни халь, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тенӗ пек, хӑйне шырама тухнисен аллине лекме пултарасси ҫинчен шухӑшламасӑр, ерипен ҫеҫ пӗве хӗрринчи кивӗ пӳрт патнелле ҫывхарчӗ. Хӗвел ӗнтӗ горизонт тӗлӗнче аялта, курӑк тӑррисем тӗлӗнче тенӗпе пӗрех тӑнӑ. Анчах, вӗсен телейне пула, кӑшт ишӗлсе аннӑ вырӑна Джон-Мангльс тинӗс ҫинче чухнех асӑрхаса илчӗ. Ун пек ишӗлнисем кунта тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Совет командованийӗ нимӗҫсем пыра-пыра ҫапнине кунта оборонӑра пулнӑ линейнӑй чаҫсен вӑйӗпех чарса тӑнӑ. Эпир кунта тӑрса юлтӑмӑр. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, манашкал ниме ӑнланман выльӑхӑн та ӑстӑн паллисем пурри вӗсене тӗлӗнтерсех янӑ. «Ан хурлан, тусӑм!» терӗ курень атаманӗ Бородатый: «Сана ҫатта-ҫарамас илсе кайнӑшӑн эс айӑплӑ мар: инкек кирек кампа та пулма пултарать; сана чипер витмесӗр ҫапла мӑшкӑлама кӑларса тӑратнӑшӑн вӗсене намӑс». Павел ҫак хаклӑ япалана тӗлӗнсе тытса тӑчӗ те, хӑюсӑррӑн хӑйӗн шӑнса кӳтнӗ кӗлетки ҫине тӑхӑнтарчӗ. Ҫапла, кайма пуҫтарӑнчӗҫ пулӗ ҫав… Вознесенски проспектра пурӑнакан Иван Яковлевич цирульник (унӑн хушамачӗ ҫухалнӑ, питне супӑнь кӑпӑкӗпе сӗрнӗ господин сӑнне ӳкернӗ вывеска ҫинче те «юн та ярать» тесе ҫырнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук) иртерех вӑранчӗ те вӗри ҫӑкӑр шӑршине туйса илчӗ. Унсӑр пуҫне ҫаратма пуҫлаҫҫӗ пулӗ-ха, мӗншӗн тесен — епле пурӑнмалла? — Иккӗмӗш хут эпӗ ӑна ӑҫта курнине вара эсир — чухласа илеймӗр. Пилӗк-ултӑ кун ҫапкаланса ҫӳрӗпӗр те, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Хӗп-хӗрлӗ хӗвел-хулӑм, кӑвакрах пӗлӗтсем хыҫнелле анчӗ, унӑн хӗрлӗ пайӑркисем йывӑҫ тӗмӗсен ҫулҫисем ҫинче ялкӑша-ялкӑша илчӗҫ. Эпӗ хам миҫерине пӗлместӗп те. Тӗлӗнмелле пулсан та, ку хутӗнче пакӑлтатма юратакан сӳтӗк географа кашни сӑмахах вӑйпа калаттармалла пулчӗ. Юлашки сӑмахсем Ярмолӑна калама ҫук хытӑ тӗлӗнтерсе ячӗҫ те, урайӗнчен яштах сиксе тӑчӗ вӑл. Тата рабочи ҫын пулма сирӗн ҫурӑм ытла тӳрӗ… — Вӑл, мана ӑҫталла ярас-ши тесе, хӑй ҫеҫ пӗлекен паллӑсем пирки шухӑша путса тӑчӗ… — Эсир кивӗ корчма патне ҫити кайӑр. Хуларан тухнӑ хыҫҫӑн вӑл юрпа витӗннӗ уйсем ҫине пӑхса илчӗ те хӑй ҫак уйра пӗр-пӗччен пулнипе хӗпӗртерӗ, кӗрӗкпе чӗркенсе ҫуна тӗпне выртрӗ те лӑпланса тӗлӗрсе кайрӗ. — Пуху-и? — савнӑҫлӑн ыйтрӗ Яша. Хӑй каллех куҫне хупать те аллине пытарать. «Халь ӗнтӗ эпӗ вилетӗпех пулӗ», — тесе шухӑшлать вӑл. Акӑ ӗнтӗ вӑл, Антон сӑмахӗ: кӳмен кустӑрми ҫухалнӑ!.. Ун вырӑнне виҫҫӗмӗшӗ ӑнӑҫлӑ. Авланакан пин арҫынтан пӗри те пулин унччен вунӑ хут е, Дон-Жуан майлӑ, ҫӗр е пин хут авланманни пур-ши вӑл? Вӗсем столицӑра ирттерекен савӑнӑҫлӑ вӑйӑсенче пуласшӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем утрав ҫинче пулакан ытти пур ырлӑхсемпе те ҫырлахма пултараймаҫҫӗ. 4-мӗш бастиона каяс тетӗр пулсан, сылтӑмалла пӑрӑнӑр, ав ҫав ҫуран ҫар салтакӗ пӗшкӗнсе утнӑ ҫулпа, ансӑр траншея тӑрӑх утӑр. Сад тӑрӑх ҫил ҫӳрет, тӗмсенче темӗн шырать, ҫулсем ҫинчи шултра хӑйӑра кустарать, туратсемпе вылять, хырсен тӑррисенче — чашкӑрать, шӑхӑрать. Виҫӗ зал витӗр тухрӗҫ, тимӗрҫӗ ҫаплах тӗлӗнме пӑрахмасть-ха. «Мӗнле вара ҫак тӗрӗс мар тата ухмахла сӑмахсемпе халӑха пӑлхатмалла», тенӗ полковник, унтан пӑрӑнса. Арӑмӗпе юнашар хуллен утса, вӑл паянхи кун хӑйне, япӑххипе пӗрлех, темле лайӑх япала та парнеленине, вӑл хӑй, Петр Артамонов, пит те ӑслӑ та чее ҫын пулнине, хӑй ун пек ҫын иккенне вӑл паянччен пӗлменнине, вӑл хӑйӗн чунне пӗрмай тӗксӗм шухӑшсемпе пӑлхатса тӑнӑ ҫынна, тахӑшне, халӗ кӑна пит те ӑста улталанине туйса пычӗ. Амӑшӗ ун ҫине тӗлӗнерех, тинкерсе, куларах пӑхса ларчӗ, ӑнланма тӑрӑшрӗ — мӗншӗн-ха вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ, чӗрӗ пулса кайнӑ? Вӑл пӗр айлӑма анчӗ те тылла пуҫҫисем ҫинчен темӗн чухлӗ кайӑк вӗҫсе хӑпарчӗ. — Мана тӗкӗнме ан хӑйнӑ пултӑр! — хулӑн сасӑпа кӑшкӑрчӗ те поручик, ӑна тӗртсе ярса, креслона, револьвер ҫине лартрӗ. Вӑрҫӑ умӗн унта хулана ҫитиччен ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул хывма, шутланӑ пулнӑ. Вара ҫӳлтен:— Штурмлӑр! — тесе ответлерӗҫ. — Апла эппин? Е тупӑкҫӑ пуҫ касаканпа пӗр тӑван-и? Вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ сӑмахсем тӑван сасӑ янӑранӑ пекех янӑраса илтӗнчӗҫ: «Манӑн тӑванӑмҫӑм, Андрюшенька! Вӑрманӗ ку — хутӑш вӑрман-мӗн. Эпӗ халь хам текех каламанни, анчах ман арӑм лайӑх калани ҫинчен пӗлтертӗм. Вӑл, нихҫан та тенӗ пекех, килӗнче ӗҫлемест. Адмирал кӗтмен ҫӗртен тухса кайнине ҫеҫ каласа хӑварас тетӗп — сасартӑк тӑчӗ те вӑл, тухрӗ, ман пукан ҫумӗпе иртнӗ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ, мана ура ҫине тӑма памасӑрах:— Капитан, паян ман пата кӗрсе тухсамӑрччӗ, — терӗ шӑппӑн. — Ӗнер-и? Тӳпере халь сакӑрвун сакӑр ҫӑлтӑр ушкӑнӗ шутланать. Киле таврӑнсан, эпӗ хама темскер ҫитменнине асӑрхарӑм. Пӗчӗк отряд, вӑл тӑрӑшнине пула, тепӗр кун ир сакӑр сехетре Тандиль сьеррин курӑкпа витӗннӗ тайлӑмӗпе хӗвелтухӑҫнелле кайрӗ. — Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ирӗке кӑларасшӑн! — майӗпен каларӗ вӑл. Вӑрманӗнче ытла та шӑп, ун пекки фронт ҫывӑхӗнче вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑна пулать. Мӗн тума каймалла сирӗн? — хушса хучӗ офицер, Калугин хускалнине асӑрхаса илсе. Чӑлхи типнӗҫемӗн типсе пырать, темскерле пысӑккӑн туйӑнать, ҫӑварӗнче йӳҫек тутӑ. Пӗррехинче, ашшӗ ывӑлне илсе каймаллипех пынине пӗлсен, Маякин чӑн-чӑнах пӑшӑрханса ӳкнӗ. Кӗнекесем ҫук-и сирӗн? «Ан кул, ан кул, батько!» терӗ юлашкинчен аслӑ ывӑлӗ. — Пӑч тӗттӗм! Хӗрсем кӑмӑллаҫҫӗ ӑна, анчах каччӑсем — юратмаҫҫӗ. Пӗр вунӑ минута та иртеймерӗ, лаша ури сасси илтӗнсе кайрӗ. — Ҫав тери инҫетре-и? Ку ҫуртран хирсе е тӑпӑлтарса илме май пуррине вӑрӑ алли тахҫанах илсе кайнӑ. Унтан вӑл хуллен пӗр пек тикӗс юртӑпа чупма тапратрӗ. — Ҫак ҫынҫиенсем пире ниҫта ямасӑр выҫӑхтарса парӑнтарасшӑн пулсан, вӗсем хытӑ йӑнӑшаҫҫӗ! — терӗ Паганель. Хупах-им кунта? — терӗ. Эпӗ чӗтрене ертӗм. — Мӗн шухӑшламалли пур ун ҫинчен? Унччен вӑл фортепианӑна йӑлтах манса кайнӑччӗ, халь ӑна ҫӗнӗрен аса илчӗ. Юланутсене хирӗҫ икӗ кӗлетке пырать. Пӗри пӗчӗккӗ, хӗвел ҫинче француз штыкӗн ҫивӗччӗшне йӑлтӑртаттарса пырать, тепӗр кӗлетки пысӑк, сарӑлӑн тӑхӑннӑ. — Иван, чарӑн! — сасартӑк ҫаврӑнчӗ Андрей. Крэнкбиль пуҫне уснӑ та, ҫумӑрлӑ тӗтре ӑшне кӗрсе, куҫран ҫухалнӑ. Джемма кирек мӗн каласассӑн та Санин хӗпӗртенӗ пӳлӗччӗ! Калаҫма вӗренетӗп Пӗррехинче ҫапла, ҫывӑрма выртсан, йӑмӑк лӑплансан (вӑл яланах юлашки сӑмахне каланӑ чухне ҫывӑрса каять), каллех ҫав кичемлӗх пустаракан шӑплӑх ҫаврӑнса ҫитрӗ, унтан мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнчӗ, эпӗ чӳречерен шакканине илтрӗм. Вӑл мӗншӗн ҫакнашкал пуҫтарӑннине амӑшӗ тавҫӑрса илчӗ, анчах хӑйӗн вырнаҫусӑр сӑмахӗпе ывӑлӗн савӑк кӑмӑлне пӑсасран шикленсе, нимӗн те ыйтмарӗ. Пирӗнпе пӗрле ҫӗкленӗ-и? — Ҫапла. Кайӑр… Вӗсем ун ҫине ытахаллӗн ҫеҫ пӑхнӑ, — вӑл ҫакна асӑрханӑ: вӗсем ӗҫе, яланах тенӗ пек, Фома хушнӑ пек мар, йӑлтах урӑхла — тӗплӗрех те аванрах туса пынӑ. — Ман вырӑн халь кунта ӗнтӗ. Эпӗ унӑн шанчӑклӑ ҫынӗ, унӑн ӗҫӗсем пӗтӗмпех ман урлӑ пулса пыраҫҫӗ. Ытарма ҫук илемлӗ кӗвӗсене тӑнласа, юрӑсене астуса юлать, вӗсен шухӑшӗсемпе паллашать, ҫав вӑхӑтрах юрӑ кӗввисене, хӑй ӑссӗн тӗрлесе, тунсӑхпа, хаваслӑхпа е шухӑша яракан сӑнлӑхсемпе илемлетет. — Ҫук-ҫке, — ответлерӗ вӑл ыйхӑллӑ сассипе, — мӗн вара? — Мӗн тӑвас пулать-ха пирӗн ку хӗрарӑм ӳчӗпеле? — патша патне ҫывхарса, ыйтнӑ вӑл. Даша инке мӗнле пуранать? Вӗтӗ те ҫивӗч шӑлӗсемпе кукӑле тирӗнсе, вӑл кушак ҫури пек мӑрӑлтатнӑ, сулахай урипе ташласа ларнӑ, ҫав вӑхӑтрах, Фома енне хутран-ситрен кӗске фразӑсем пӑрахса, задача тунӑ: — Куратӑн-и? Билли хӑйӗн приказӗсене нихӑҫан та икӗ хут каламан. Ҫук, Биллин урӑхла йӗркесемччӗ. Вӗсем кӗчӗҫ. Вак варсем каскаласа пӗтернӗ тӑвайкки хӗрринче вӗт хурӑнсем ҫитӗнеҫҫӗ. Кӑҫал ҫеҫ ҫӗкленсе курӑка пусса илнӗскерсем вӗсем, ылтӑн тӗслӗн, чӑпаррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, хурӑнлӑх хыҫӗнче халь ҫеҫ сухаланӑ хура пусӑпа вырса пӗтернӗ шурӑрах хир лаптӑкӗ курӑнса выртать, тӗпексем хыҫӗнче кӗрхи капӑр вӑрман, хӗвел пайӑркисем ҫав вӑрман ӑшнелле чалӑшшӑн ӳкнӗ. Ҫичӗ ҫынран нихӑш те ирӗклӗн парӑнман. Ӗлӗкхи папа чухне эпӗ ҫар трибуналӗсене татӑклӑнах хирӗҫ тӑнӑ, ҫавӑншӑн мана папа юратмастчӗ те ӗнтӗ. Вара каялла, сулӑ патне таврӑнтӑм. — Лукашка кӗрсеччӗ, — терӗ вӑл амӑшне, — аттене ыйтрӗ. Ҫӗр каҫиччен Сноуи шывӗ татах та чакрӗ. Акӑ килсе ҫитет вӑл кунта — шукӑльскер те вак-тӗвек пур-ҫука юриех асӑрхаманскер, йӗркеллӗскер те чӑрсӑр евӗклӗскер, шӑп та шай пӗлтӗрхи пысӑк маневрсенче тата ӳкерсе илнӗ ҫӗрте курнӑ генеральнӑй штабӑн офицерӗсем пекех ӗнтӗ. Вӑл кӑштах куҫ айӗн пӑхнӑ чух темле хурлӑх, мӗскӗн ачалӑх тӗлӗрсе тӑнӑ ун куҫӗсенче, ку самантра вӑл хӑй те пурнӑҫра, юрату савӑнӑҫӗнче нумай пӗлекен хӗрарӑм пек мар, ҫитӗнмен хӗрача евӗр туйӑннӑ. Пӗр Сережа ҫинчен кӑна шухӑшлакан Соньӑшӑн эпӗ ҫут тӗнчере ҫукпа пӗрех пулнӑн туйӑнчӗ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух вӑл, халтан кайса, ҫӗре ӳкрӗ те, алли-урисемпе ухмаха ернӗ пек тапаланса, темиҫе метр малалла шурӗ, унтан вара сиксе тӑрса, хӑй умӗнчи Озерова халь те-ха курмасӑр, тӳрех ун ҫинелле ыткӑнчӗ. — Сахал патӑн, — шӑллӗне тиркесе асӑрхаттарчӗ Петр. — Ну-ка, Билл, сан унта хатӗр-и? — тесе ыйтать пӗр палачӗ тепринчен, урӑх команда парассине кӗтсе тӑрас мар тесе. Санина ҫак кулӑ та ҫиллентерчӗ. Аттене ав ним айӑпсӑрах тытса хупрӗҫ… Атте ҫинчен аса илетӗп те — пӗтӗм ӑшчик хыпса ҫунма тытӑнать! Юратмасть мана Софрон Яковлич, мӗншӗн юратманнине ӑна — турӑ пӗлтӗр! Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, ҫав кунах пӑрахатӑп та ӑна, тухса каятӑп — ӑҫта пулсан та пурпӗрех — Петӗрпура, Одессӑна, Киева. Ҫакна вӑл хӑй те пӗлнӗ пулас, ҫавӑнпа та хӑйне валли мӗнле те пулин ӗҫ тупса, кӑнтӑрла юриех ҫывӑрман. — Йытта! Лозневой участокӗ тӗлӗнче хура тӗтӗм мӑкӑрланса, хӑпарса кайрӗ. Ӑна чи хӗрхенменни ӗнтӗ Марья Васильевнӑччӗ! Пурте пӗр ӳсӗр матросран хӑранӑ-и? Анчах кӗтмен ҫӗртен тӗтре ҫӗкленчӗ те ҫул шыраса пыма та йывӑрланчӗ. — Ватӑ Бульба пуҫне усрӗ те шухӑша кайса темиҫе хутчен «маттур козаксемччӗ!» тесе ҫеҫ калама пултарчӗ. Гошена ҫитме юханшыв тӑрӑх тата вунӑ миля хӑпармалла. — Лаша та тумтир те илме пултаратӑн. Ҫаксене пурне те ҫинчех асӑрхарӑм эпӗ… Телейсӗр ача амӑшӗ ӑна тивӗҫлипех ҫилленет иккен. Часах ӑна Кӗтерне патша та асӑрханӑ, хӑй тивӗҫлӗ вырӑна ӗҫе лартнӑ, ку вырӑнта вӑл наука валли те, ытти енӗпе те нумай уса кӳме пултарнӑ. — Манӑн… — тӑхтасарах каларӗ Андрей, — пӗрре ҫутӑ, тепре тата ҫак мунчари пек, — тӗтӗмлӗрех. Тӗрӗссипе каласан, маншӑн халӗ пӗр ҫыхӑ вут пулни чи тутлӑ апатран та пахарах пулнӑ пулӗччӗ. — Вӑл ҫынпа мӗн пулнине эсир халь нимӗн те пӗлместӗр-и? Чиркӳ хыҫӗнчи тротуар ҫинче, хунарпа юнашар пекех, полицейски тӑнӑ. Йӗнер пускӑчи ҫине тӑрса, хӑйсен чӗлхипе темӗн кӑшкӑрчӗ вӑл, саламачӗпе юнарӗ те вӗҫтере пачӗ. Унӑн куҫӗсем ӗшенчӗклӗн, хурлӑхлӑн пӑхнӑ… — Хӑрамасть ҫав! — кулса илчӗ Павел. — Эсӗ, Тихӑн Гордейч, мӗншӗн ҫулма каймастӑн? — ыйтрӗ Давыдов. — Вӑл икӗ хутчен ҫавӑн пек турӗ. Пусма ҫинче тарҫӑн штиблет тӑхӑннӑ урисем курӑнчӗҫ. Мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, эпӗ ҫав тери хӑюсӑрланса кайрӑм та тарҫа генерал ывӑлӗ патне кӗретӗп, терӗм. Пӗр каҫ ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ унӑн ҫут тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси; анчах ҫак юлашки каҫ та пулин тимӗрҫе мӗнпе те пулсан тавӑрма май шыранӑ вӑл. Пӗр вырӑнта тӑрать-и вӑл, ҫаврӑнать-и, ку нимех те мар, — эсӗ ҫав ҫӗре хӑть те вӗренпе ҫыхса ҫак, анчах вӑл ҫиме патӑр, хӑть те пӗлӗт ҫумне пӑталаса ларт, анчах ҫынсене тӑрантартӑр!.. Егорушка ҫиме пуҫларӗ, килте кашни кунах ҫиекен мӑкӑньлӗ булкӑсемпе, канфетсемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех караспа та пыл хурчӗн ҫунаттисемпе варӑшса пӗтнӗ ҫак пылра вӑл ним лайӑххине те туймарӗ. Эпӗ, лашасене ҫавӑтса, каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗм, пӗрмай пуҫне ухса силленекен, тулхӑракан, кӗҫенекен Электрикпа ятлаҫрӑм; эпӗ чарӑнса тӑмассерен вӑл чӗрнипе ҫӗре кукалерӗ, ҫуйӑхса, ман лаша мӑйӗнчен ҫырткаларӗ, пӗр сӑмахпа, хӑйне хӑй иртӗнсе кайнӑ ырӑ ут пек тыткаларӗ. Хӑйне сасартӑк садран ҫул ҫине сирпӗнсе тухнӑ ҫынсем сырса илсен, вӑл вӗсен гимнастеркисем ҫинчи КИМ паллисене курать те именсе пек йӑл кулса ярать. Эпӗ пит пуян ҫын ҫемйинче ӳснӗ, мана ҫав тери иртӗнтернӗ, ҫавна пула мана пӗтӗм тӗнче роза чечекӗ тӗслӗ ваткӑпа сахӑр сапнӑ миндаль ҫимӗҫӗнчен тунӑ пек туйӑннӑ. Ҫук, кичемлӗх пусса илет вӗт. Ҫынсемпе аппаланас килет, вӑрҫсан та, вӗсемпех аппаланмалла. — Мӗн пӑватӑн ачана? — терӗ амӑшӗ, ачана Марьянӑран туртса илсе, ачине кӑкӑр парасшӑн бешмет тӳмисене вӗҫертсе. Тетӗшне шел пулнӑ, анчах хӑй ҫапла шухӑшланӑ: мӗншӗн-ха стариксене тата килти ытти ҫынсене те пурин куҫӗ умӗнчех вилмелле тунӑ? Хура ҫӑкасем сӑрланӑ пекех курӑнаҫҫӗ, вӗсен хура мӗлкисем вара юр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ, ку вӑл ҫав тери илемлӗ пек туйӑнать. Санин та чӗнмесӗр, илемлӗ вырӑнсемпе киленмесӗр пычӗ: унӑн шухӑшӗ урӑх ҫӗрте пулнӑ. Ерофей Кузьмич чӗтрекен аллипе ҫӑраҫҫисене ҫӗртен илчӗ те халӑх еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Генри Пойндекстер, ҫав лӑпкӑ та йӑваш ҫамрӑк ача! Хӑш чухне вӑл пӗр сӑмах та каламасӑр, ӳсӗркелесе те татти-сыпписӗр тӗтӗм мӑкӑрлантарса, нумайччен манпала ларатчӗ. — Мана кӳршӗ арӑмӗ тухатса янӑ, аннепе вӑрҫнӑ та, юри ӑна тарӑхтармашкӑн мана тухатса хунӑ… Катя ҫутҫанталӑка ытарайми юратнӑ, Аркади те, ун ҫинчен хӑй калама хӑяйман пулин те, ӑна юратнӑ; «Паспорт вара, — сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, хӑй тӗллӗн калаҫнӑ евӗр, — ҫын алли тӑвакан япала; сӑмахран, эсир каятӑр: Мария Бредихина-и эсир, е Каролина Фогельмеер пулатӑр-и, кам пӗлет сире?» Анчах та эсир маттур! Вӑл пӗр самантлӑха куҫне хупрӗ, унтан каллех уҫса пӑхрӗ. Сасӑсем ҫӗр витӗр лайӑх илтӗннине пурте пӗлеҫҫӗ. Кӑнтӑрлапа Красновидовӑна ишсе ҫитрӗмӗр; ҫӳллӗ, чӑнкӑ сӑрт ҫинче сенкер тӑрӑллӑ чиркӳ тӑрать, ун пӑтӗнчен, пӗрин хыҫҫӑн тепри, ҫыран хӗррипе лайӑх, ҫирӗп пӳртсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсем хӑйсем ҫине витнӗ сарӑ хӑмасемпе, ҫӗнӗ улӑмпа ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. — Кашт ҫеҫ юлнӑ, Нагульнов юлташ! Халӗ ӗнтӗ: сирӗн, положенине-мӗне пӑхмасӑрах, лашасене таканлаттармалла, уншӑн укҫа тӳлемелле — ку пӗрре (вӑл хӑрах пӳрнине хутлатрӗ), аптекӑшӑн тӳлемелле — иккӗ (вӑл тепӗр пӳрнине хутлатрӗ), канцеляришӗн — виҫҫӗ, куллен усӑ курмалли лашасене валли, кашни лаша пуҫне 500-шер тенкӗ параҫҫӗ, батюшка, самайлатма 50 тенкӗ кирлӗ, унсӑрӑн ӗҫ тухмасть — ку тӑваттӑ. Тата сирӗн, положенине-мӗне пӑхмасӑрах, салтаксене воротниксем улӑштарса памалла пулать, кӑмрӑкшӑн ытларах тухать-и унта, офицерсене валли апат-ҫимӗҫ хатӗрлеттертӗр-и унта. — Так-штӑ йытӑ ҫури аван йӑхран тухни лайӑх курӑнать, малтанхи сунартах ырӑ йытӑ пек тыткалать. Куншӑн эсир ырӑ кӑмӑллӑ Огняновпа хӑвӑра хӗрхеннӗ Ҫар канашне тав тӑвӑр, — терӗ Марчев. Анчах ҫав вӑхӑтра Сен-Жером шурса кайнӑ сӑнпа ҫирӗппӗн каллех ман пата пычӗ, эпӗ хӳтӗленме хатӗрленсе те ӗлкӗреймерӗм, вӑл манӑн икӗ алла хӗскӗчпе хӗстернӗ пек вӑрт-вартах чӑмӑртаса тытрӗ те таҫталла сӗтӗре пуҫларӗ. Пустуй лӑпӑртатни ҫынна ывӑнтарать: манӑн уҫӑ сывлӑшпа сывлас тата пӗччен юлас килнӗччӗ. — Э-э! — кулса илчӗ городовой. Анчах та вӑл тарӑхса кайрӗ. Аллипе аран ҫеҫ палӑрмалла сулса, кастрата вӗрттеркӗчне антарма хушнӑ та:— Пурсӑр та тухӑр, — тенӗ вӑл шӑппӑн. Чӑн-ши вара, вӑл ненецсем патне ҫитсе вӗсенчен ыйткаласа пӗлни ҫинчен калаҫни, терӗм. Пирӗн пӗр йытӑ ҫури пурччӗ, пӗчӗкҫеҫскерччӗ хӑй, пӗррехинче эпӗ, ҫавӑнпа вылянӑ чухне, ӑна таҫтан ыраттартӑм пулас. Каҫсерен асӑрхатӑп, ирсерен итлетӗп, шуҫӑм килнӗ чухне тӗмсене тетел карса тухатӑп… Ӑна ҫапах та пӗр хӗрхӳ шухӑш канӑҫ памарӗ. Ӑҫтан турӑ ҫавӑрса килчӗ сана? — терӗ. Тепӗр кунтан гусар чиперех уҫӑлса ҫитнӗ. Ку шӑтӑк та ӑнӑҫсӑр пулсан, шыв пӗтӗм йӑвана тулать. Анчах Лукашка чӳречерен пӑхрӗ. — Ҫав Бен Ганн ҫине шанма пулать-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Апатланмалли пысӑк пӳлӗмре Тимошенко хуҫаран ыйтса тӗпчет. Трактир хуҫи мӑшлата-мӑшлата, сурчӑкӗсене сирпӗтсе, хыттӑн калаҫать: — Мӗн кирлӗ сире? Ҫак канӑҫсӑр ҫынна ниҫтан чарма ҫуккипе аптраса, Огнянов нимӗн тӑва пӗлмерӗ. Пӗр каҫхине Огнянов ту хушшипе иртсе тухрӗ те кӑнтӑр ен ӑна анлӑшӗпех курӑнса кайрӗ, Средна-гора таврашӗнчи ялсем пӗтӗмпе ҫунатчӗҫ. — Эсир хӑвӑр замокӑра пуян туристсем валли атель уҫма е санаторий уҫма пултараймастӑр-и? Вӑл татах та темӗн каласшӑнччӗ, анчах Корчагин ун ҫине ҫилленсе пӑхни ӑна такӑнтарчӗ. Манӑн кашни куҫ хупанки айне пӗрер пӑрҫа пӗрчи кӗртсе хучӗҫ… — Тахҫанах-и, халь-и, пирӗншӗн пӗр япала ҫеҫ паха: вӗсем ӑна пӑрахса кайнӑ, эпир вӗсен вырӑнне йышӑнтӑмӑр. Эпӗ япаласене юратмастӑп, манӑн нимӗн те туянас килместчӗ, кӗнекесем те мана кансӗрлетчӗҫ. — Илтнӗ, эпир те илтнӗ, — сӑмах хушрӗ Цанко бай, — кусем ытла катара пурӑнаҫҫӗ те, тӗнчери хыпарсене нимӗн те пӗлмеҫҫӗ тетӗн пуль-ха эс? Манӑн, тӳррипех каласан, хваттершӗн тӳлемесӗр пурӑнакансем ҫук. Анчах ҫав кӗске самантсем лётчика пӗтӗм чун-чӗре вӑйне пухтараҫҫӗ, ҫӗр ҫинче ҫав вӑй кунӗпе ҫапӑҫма та ҫитмелле. Ҫын евӗр пулма ан кансӗрлӗр мана. Алвиш унпа пӗрле хуйхӑрса илчӗ те, вӑл енчен Хӗвеланӑҫ Африка телейлӗреххине пӗлтерчӗ: ку таранччен ӑна сахал кӳрентернӗ, урӑхла каласан, ютсем сахал килнӗ. Ҫулҫӳревсен эпидемийӗ сарӑлсах пырать. — А, географине-и! — кӑшкӑрса ячӗ Паганель, хӑй юратнӑ предмет ҫинчен калаҫса ярсан яланах ҫунатланса каяканскер. — Тӑр, Лодыжкин мучи, каяр!.. Куҫа ачашлакан кунти йывӑҫсен ҫумне Европӑри ҫӗршывсенчен илсе килнӗ йывӑҫсем хутшӑнса каяҫҫӗ. — Шывӗ пит сарлака-и вара? — тесе ыйтрӗ Элен. Хут ҫине хуҫкаланчӑк саспаллисемпе хӑвӑрттӑн вӑл ҫапла ҫырнӑ: 1) Иван Иванович князь патне кирек епле пулсан та, 2) Ивинсем патне кирек епле пулсан та, 3) Михайло князь патне, 4) Нехлюдова княгиня патне тата Валахина патне, эхер ӗлкӗрсен. Африкӑн пуклак вӗҫне чи малтан 1486-мӗш ҫулта Португалин Варфоломей Диац адмиралӗ курнӑ, 1497-мӗш ҫулта вара кайранласа Добрая Надежда сӑмсахӗ тенӗ сӑмсах тавра чапа тухнӑ Васко де Гама ҫавӑрӑнать. Унсӑр пуҫне пирӗн клуб заведующийӗ те ҫук… Николай Еремеич хур тӗкне хӑлхи хушшине чикрӗ те шӑнкарчӗ. — Ҫапла. — Ну, паллах. Стена хӗрринче тӑвӑр кӑна тимӗр крават пурччӗ, ура вырнаҫтармалли енче хӗрарӑм кӗпи тирпейлӗн ҫакӑнса тӑрать. Анчах эпӗ пуринчен те ютшӑнатӑп-и вара? — Мана унтан чӑнлӑха пытарса тӑма кирлӗ мар пек туйӑнать. Тулашӗнчен питӗ лӑпкӑ та хӑйне хӑй питӗ ҫирӗп тытма пӗлекен, ҫамрӑк капитан чӑннипеле пӑлхавӑрлӑ самантсене тӳссе асапланать. Вӑл шуранка, лӑпкӑ, сивлек. — Вӗҫетпӗр-и, Алексей Иванович? Эпӗ иккӗмӗш хут ҫеҫ ҫак вырӑнсемпе ҫӳретӗп. Чирленӗ хыҫҫӑн эпӗ тин ҫеҫ вырӑн ҫинчен тӑтӑм вӗт. Лаша чӗвен тӑрса сикнӗ. Пӳрнине сурчӑкпа йӗпетсе мужик страницӑна уҫать, вӑя сӗртӗнсе илнӗ вырӑнта пӳрнин тӗксӗм ӳкерчӗкӗ пулса юлать. Лось куҫӗсене аллисемпе сӑтӑрчӗ, тарӑннӑн сывласа илчӗ. Вӑл Санина именсе тав турӗ те сироппа конфет ҫине ытларах пӑхрӗ. Унтан вӑл ҫак сӑмахсене пула полицейски кӳренессе кӗтме тытӑннӑ. Калаҫнӑ чух хохол пекрех, а саспалли вырӑнне о тесе калаҫакан Дяденко подпоручик, ҫамрӑк офицер, ҫӗтӗк шинеллӗ те вирелле тӑракан ҫӳҫлӗскер, ҫав тери хытӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫать пулсан та, мӗн пирки те пулин чӑркашланса тавлашса илме сӑлтав шырасах ҫӳрет пулсан та, вӑрт-варт хускалакан этем пулсан та, пурӗпӗр Володя кӑмӑлне каять, ҫак ҫиелтен пӑхма ҫиллес пек туйӑнакан этем питӗ аван, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ этем иккенне курмасӑр тӑма пултарайман вӑл. Вӑл утнӑ та утнӑ, ҫав малта пыракан ҫын илме тивӗҫлӗ аслӑ правӑна вӑл сисӗнкӗсӗр те ҫирӗппӗнех хӑй аллине илсе пынӑ… Чухӑнсем пуян пуласшӑн, пуяннисем ҫукка юласшӑн мар. Эпӗ вӗсен пирӗн ҫине ӳпкелешсе калаҫмалли пулас ҫук тесе шанатӑп! Лукашка Устенька патне ҫаврӑнчӗ, Марьяна вара аллине ача тытнӑ хӗрарӑмпа юнашар ларчӗ. Питӗ те лайӑх… Интереслӗ… Шанӑҫ пӗтнине туйса илнине тата сехӗрленсе ӳкнипе пичӗ ун илемсӗрленсе, ирсӗрленсе ларнӑ. Мундир хатӗр пуличчен тем парсан та княжнан куҫӗ умне курӑнмастӑп. Ҫав каҫах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсем хывнӑ вӑрлӑха каялла тавӑрса пачӗҫ. Суламифь патша керменне килсе кӗнӗ иртенпе ҫичӗ кун иртнӗ. Акӑ халӗ эпир те шыв сирпӗнчӗкӗ тӑрӑх. Анчах вӗсен куҫӗсене кӑларса илмеҫҫӗ, куҫ хупанкисене те ҫӗлемеҫҫӗ. Голова чарӑнчӗ. Хам тӗлӗшрен пӗр пытармасӑрах ҫакна калатӑп: ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулман пирки эпӗ темӗн пекех ӳпкелешсе, шанӑҫа ҫухатнӑ ҫын пек шӗлтӗрех вӑйран кайрӑм. Ҫӗр Хӗвел паракан мӗнпур ӑшӑран икӗ миллиардӑн пӗр пӗчӗк пайне кӑна илсе тӑрать. Аякра шӑпах пирӗнни пек пӗр ракета курӑнах кайрӗ. Унӑн ҫап-ҫутӑ пысӑк кӗлетки хӗвелпе йӑлкӑшса тӑрать. Эрех вӑл — шуйттан ӗҫӗ. Анчах тӗттӗм шӑтӑкра нимӗн те пулман, чул урайӗнче кӑшласа пӗтернӗ пысӑк ура шӑммисем тата бизонпа пӑлан аяк пӗрчисем выртнӑ. Бирюк ҫӗкленчӗ те вӑрра та ура ҫине тӑратрӗ. Юкка горбылӗсенчен тукаласа янӑ сӗтел, тростникрен тукаланӑ ҫавӑн пекех примитивлӑ кровать — ҫав чухӑн кил-ҫуртра мӗн-пур сӗтел-пукан таврашӗ те ҫавӑ ҫеҫ пулнӑ. Анчах вӑл ҫӗнӗрен каланӑ сӑмахсем те, малтанхисем пекех, ӑнланмалла пулмарӗҫ. Хутла пӗлетӗп, тата ухмахах мар, тес пулать… Ехусем ҫӗр ҫинче таса мар та йӗрӗнчӗклӗ тата ирсӗр чӗрчунсем, вӗсем ҫав териех кутӑнлашнипе, пӗрне-пӗри итлеменнипе, курайманнипе тата пӗрне-пӗри тавӑрнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ, тенӗ вӑл. — Мӗн ара, ӑсатма пулать, — тенӗ аслӑ ывӑлӗ. Эпӗ унтан сире валли шуйттансем хӑйсен хуратут шатрисене пӗтерекен эмеле илсе килсе парӑп. Вӑл Алексее салфеткӑпа чӗркенӗ темле ҫыхӑ тыттарнӑ та, вӗсем тӳрех шыв хӗрринелле кайнӑ. Пирӗн аслӑ император, — тенӗ посол, — хӑйӗн тӑванӗ, Блефуску императорӗ, унӑн алли-урисене ҫыхса, патшалӑха сутнӑшӑн тивӗҫлӗ асап кӑтартма каялла Лилипутие ярасса шанса тӑрать, тенӗ. Пулса курнӑ-и? — Сашенька, авӑ, сӑн-пит вӑл — чун тӗкӗрӗ, тет! — вӑраххӑн тавӑрчӗ Николай. Эпир ӑна, вӑл астутармасӑрах, аван пӗлеттӗмӗр; анчах ҫапах ҫӳҫенсе илтӗмӗр. Пирӗн хуласем пушанса юлнӑ чунсемпе, ӑсран тайӑлнисемпе каллех тулса ларччӑр-и? Тискерленнӗҫем тискерленеҫҫӗ, хӗрхенӳсӗр хаярлӑх пурнӑҫ законӗ пулса тӑрать, — шухӑшлӑр-ха эсир! — Илсе кил, анчах асту эсӗ — ним те ан тустар! — тесе юлчӗ вӑл. Хавальдарсем ҫак вӑхӑтра Алвиш умне Дик Сэнда тӗртсе кӑларчӗҫ. — Мӗнле карап ҫинчен эсир? Ӑҫта-ха харлаттарать, Гек? Кунта никамӑн та ҫук… Ӑна ӗҫсен кайран аван мар пулать… Вӗсенчен пӗрне вӑл чӗрӗ чӗн вӗҫне ҫыхнӑ икӗ кӗренкеллӗ кире пуканӗпе ҫапса вӗлернӗ, тепринне пуҫне шӑтарнӑ, виҫҫӗмӗшӗ тарнӑ. Сасартӑк ун куҫӗсенчен вӑл хӑй те кӗтмен ҫутӑ куҫҫуль тухрӗ. Часах алӑк ҫумӗнчех кулӑ тата пусӑрӑнчӑк сас илтӗнсе кайнӑ. — Мӗн, чиперккесем, ҫывӑрса кайрӑр-им? — терӗ Назарка. Вӗсене амӑшӗн тутипе пиншер ҫын калаҫнӑн туйӑнчӗ; унӑн пурнӑҫӗ ыттисенчен урӑхла пулман, анчах ун пек пурнӑҫпа ҫӗр ҫинче пайтах ҫын пурӑннӑ, ҫавӑнпа та унӑн кун-ҫулӗ символ пек пулса тӑнӑ. — Килӗшетӗп. Сасси унӑн янӑравлӑ, уҫӑ, тути пӗчӗк, кӳпшекрех, хӑй вӑл пӗтӗмпех ҫаврака, таса. Вара Лушка ӑнланчӗ, куҫхаршисене йӗрӗнчӗклӗн хускаткаласа илчӗ: — Эх, эсӗ те ҫав! Ҫитменнине тата… Анчах атте вӗсем ҫинчен нимӗн те каламарӗ. Юбкине силлекелесе, вӑл аллине картлашка умӗнче тапкаланса выртакан пуҫсӑр хур ами патнелле тӑсрӗ, анчах ҫав хушӑра крыльца таврашӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрекен сарӑ вӗшле йытӑ аҫи хур мӑйӗнчен палкасах юн тапса юхнине асӑрхарӗ те, ҫурӑмӗ ҫинчи шӑртне чашӑлах тӑратса, сасартӑк сиксе ӳкрӗ. Ҫав иллюстрацисем ҫӗре юмахри пек хуласемпе илемлетсе, мана ҫӳлӗ тусем, хитре тинӗс хӗррисем кӑтартса, ҫӗре ман умра сарлакарах та сарлакарах уҫса сарса тӑратчӗҫ. Ют ҫын ачисене, уйрӑмах тӑлӑхсене тата, вӗрентесси питӗ йывӑр ӗҫ вӑл. Ҫынсемпе ӗҫсене хак пачӗҫ. Анна Михайловна енчӗкрен пӗр хут укҫа кӑларчӗ те ӑна тӗттӗмре суккӑра пачӗ. — Давыдов чӗнмерӗ. — А мучи мӗн? Вӑл питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗ, ҫапла ӗҫленипех вӑл нервӑ системине те пӑсса янӑ. Ӑна аванах лӑсканӑ-ха, пӗр ҫыххине татсах пӑрахнӑ. Ҫапах аптрамӑпӑр-ҫке, япаласем ҫеҫ пӗтӗмпе пекех путнӑ. Мӗнле вӑл тасалӑр? Ҫак шухӑшсемпе Корчагин тӑван масар ҫинчен тухса утрӗ. — Шубин ӑслӑ, эпӗ ун сӑмахӗсене сана каласа пама астуса юлтӑм: ман шутпа, мӗнле пӗрпеклӗх пур сирӗн хушӑрта? Таҫта урамра хапхаран шаккани илтӗннӗ те, пӗчӗк сарайра сысна нӑриклетнӗ. Ҫак юрпа тӳпе фонӗнче ӗнтӗ, пиртен пӗр икҫӗр метрта ҫын тӑрать. «Халех акӑ: мӗнле ҫынна? — тесе ыйтать», — шухӑшларӗ те вӑл, хӑйӑрлӑ сӑрт тӑрӑх хӑвӑрт анаталла утрӗ, анчах ывӑлӗ хыҫалтан ӑна хӑлхана хупласа лартмалла кӑшкӑрчӗ: — Эсир пӗр ҫын кӑна вӗлермен, лере, авӑ, фабрика вӗлернисем масар туллиех. — Ҫук, пулмасть. Анчах ҫав сӑрт патне ҫитме тӳр килмерӗ вӗсен. Эпӗ йӑнӑшманни пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен ҫак «Кирлӗ мар» — питех те ансат-ҫке, питӗ ӑнланмалласкер, ҫавӑнпа вӑл кашнин пуҫнех пырса кӗме тивӗҫлӗ. — Мӗ-ӗн?! — сиксе ӳкрӗ Разметнов ачасем еннелле. Дик Сэндпа Том та хӑйсем Ҫӗнӗ Тӗнчен пӗр-пӗр пайӗнче пыраҫҫӗ тесе шутлама пултарчӗҫ. Санӑн пӗтӗм туму та суя. Старик, тӑвӑлса ҫитнипе, пӳлӗне-пӳлӗне кайнӑ, ялтӑракан куҫӗсемпе хӗрӗ ҫине тилӗрсе пӑхнӑ, калӑн — ун умӗнче хӗре мар, Фома тӑнӑ, тейӗн. Пирӗн хулара пысӑк ҫуртсем — Юпитер, Сатурн пур; вӑтам ҫуртсем — Ҫӗр, Венера, Марс тата пачах пӗчӗк ҫуртсем — астероид текен вӗтӗ планетӑсемпе метеор текен пӗчӗк чул сапаланчӑкӗсем нумай. Вӗсем пурнӑҫа хӗррипе танах тултараҫҫӗ, ҫӗрле те лӑпланма пӗлменскерсем, шӑплӑха тимлесе итлеме чӑрмантараҫҫӗ, кӗркунне умӗнхи ҫеҫенхирпе вӑрмана тултарса тӑракан тарӑн шухӑшлӑ шӑплӑха хускатаҫҫӗ. Саккӑршар йывӑҫ пулсанччӗ… Кит тытас ӗҫ историйӗнче шлюпкӑри ҫынсем пурте пӗтни, вӗсенчен нихӑшне те ҫӑлайманни пит сайра. — Калӑр-ха, чӑнах, мӗнле майпа сирӗн йывӑр урапӑра тӑватӑ вӑкӑр ним мар туртса пырать, манӑн пушӑ лава та ҫак осетинсем пулӑшнипе ултӑ выльӑх аран-аран сӗтӗрет? Ҫук, ҫук. — Йыт амине чуптунӑ! Кинжалне сутса ӗҫсе янӑ! — ҫухӑрашаҫҫӗ ачасем, хӑйсем пӗр ҫӗре кӗпӗрленнӗ те каялла чакаҫҫӗ. — Мӗн вӗсем кӳпеҫҫӗ кунта? Люба хӑйне Мими корсетсемпе «сывламалла мар» хытӑ хӗстернӗшӗн яланах тарӑхать, ҫиме юратать; Йытӑсем унӑн сехрине хӑпартнӑ пулмалла, ҫавӑнпа вӑл пусӑ урлӑ тӑнне ҫухатсах сикнӗ. Дик Сэнд малта ҫул кӑтартса утрӗ. — Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Вӑл хуллен ҫеҫ чӳрече патне ҫывхарчӗ, анчах пӳлӗмре шӑп. Мускавран эпӗ сана шырама тухса кайрӑм. Пире «шапа хырӑм» тесе акӑлчансем хӑйсем каланӑ, мӗнле айӑплама пултараҫҫӗ-ха пире хамӑр ҫиекен шапасенчен сехӗрленнӗ тесе? Мӗн вӑл примус Эпӗ нихҫан та урана вута чикни калама ҫук ырӑ тесе шутламан. — Эпӗ каларӑм ӗнтӗ: Грант капитан вилмен пулсан, вӑл Австралинче пулма тивӗҫлӗ! Ахальтен мар ӗнтӗ ырӑ ҫынсем ӑна леш тӗнчене яма тесе тем тӗрлӗ те шутласа пӑхнӑ, — ҫук, алла ҫакланмасть». Эпӗ ку таранччен нихӑҫан та ҫакӑн пек хумханманччӗ. Ирхине пурпӗрех сотньӑра пулатӑп. — Чӑтса тӑрасах! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ хама хам чараймасӑр. — Эй, чунӑм, эсӗ каяс ҫул телейлӗ… — шӑппӑн ӗнӗрлесе пынӑ Яков Тарасович, сӑмсине турткаласа. Устин куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова кӑштах куҫ та хӗсрӗ: — Манӑн тесе шутлатӑн пулӗ-ха? Пӗтрӗмӗр!» тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хандшпугӗпе французсем ҫине сула-сула. Лайӑх илтекен хӑлха ӗнтӗ ҫак вӑрманпа, ҫулсӑр-мӗнсӗрех, темиҫе ҫӗр ҫын утса пынине инҫетренех илтмелле. Ну, мӗн пуласси пултӑрах. — Кӑшт кайрантарах канӑн. Хӑратӑп эпӗ: чӑтма ҫук элекҫӗ вӑл: халех ак эпӗ театрта ларни ҫинчен пӗлтерме чупать. Шалый, ҫак ниме тӑман сӑлтава сирсе янӑ пек, аллине витӗмлӗн сулчӗ: — Хӑвна ҫиме ҫӑкӑр тӗрлӗ майпа тупма пулать: хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакса яр та, христарати ыйтма тухса кай, ҫапла та выҫса вилместӗн. — Ҫав Владивостока кунтан миҫе километр пулать-ха? Эпӗ сан ҫинчен каламастӑп вӗт-ха, сана кӳпкеместӗп? Вӗренме-и, ӗҫлеме-и — пурне те тӑватӑп!.. Курнатовский те аптраса ӳкрӗ, те тӗлӗнсе кайрӗ:— Кӑна ӑнлантарса пама кирлӗ мар, — терӗ. Шӑпланчӗ вӑл. Марсӑн хӗрлӗ тӗсӗ типӗ ҫӗрӗн хӗрлӗрех тӗсӗнчен килет. Пӳлӗмсенчен нянька сиксе тухрӗ. Инкекрен сыхласамах. Вӑл, туйипе шаклаттаркаласа, сада, ҫӑка айӗнче варени пӗҫерекен арӑмӗпе хӗрӗ патнелле сӗнккерӗ. Юлашкинчен пурте тӑчӗҫ, сӑхсӑхрӗҫ те сывпуллашма пуҫларӗҫ. 1855-мӗш ҫул, июнӗн 26-мӗшӗ. Унта сакӑр сехет тӑрса ирттертӗн — туюна хӗстер те тухса ут… Хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ кӗрӳшӗнчен кулни чуна килентермен, вӑл хӑйӗнчен хӑй кулма пӗлнӗ, вӑл кам та пулин ҫапиччен хӑйне хӑй маларах ҫапни авантарах тесе шутланӑ. Шпана «йӗпе» пырӑнтан хӑвӑртрах тарса ҫухалать, вӑл хускатнӑ шӑв-шав пасар кварталӗнче ҫӗрле пурӑнакансене пурне те ҫил пек вӗрсе салатать. Сӑмах май, Жавенера утлӑ отряд тӑрать, вӑл хурал ярса пире валли чикмек илсе килӗ. Аслӑ Лущихин хӑй — Харлампий Лущихин, Мускаври пӗрремӗш, ыттисем калашле — Великороссийӑри варинкке — манран усси пулмасть, тесе пӗлтерчӗ. Ҫук, апла тума юрамасть: вӑл судра свидетель вырӑнне кирлӗ пулать. «Савнийӗм ман умра кӗпесӗр ӗҫлеме вӑтанать», — шутларӗ те вӑл, ӑшӗнче ӑна хӑйне иментересшӗн мар пулнӑшӑн тав туса, уринчи чирикне вӑшт ҫеҫ хывса пӑрахрӗ. Авӑсакан кӗсменсем сунарта ӑнсӑртран хуҫӑлсан, хӳрери кӗсмен ӑста алӑра вельбота урса кайнӑ кит ҫапассинчен хӑтарма пултарать. Анчах Дмитрийӗн тӑван ҫӗршывӗсӗр пуҫне манӑн урӑх тӑван ҫӗршыв ҫук. Авланасси унӑн принсипӗсем шутне кӗмест, анчах пӗртанлӑх туйӑмне тивет ку. Месерле выртнӑскер, вӑл мӑка пӑчкӑ пек харлаттарать, хӑйне пусӗнчен такам ҫапса ыраттарнӑ пек, куҫӗсене хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, ҫӗр чавакан Тихон аяккалла пӑрӑнса каять. Санин ҫавӑнтах ответлерӗ, Джемма хӗрне парне: питӗ чаплӑ ахахпа тӗрлесе илемлетнӗ гранат хӗрес — «Марианна Слокома — палламан тусран» тесе ҫырса ячӗ. — Ҫук, сирӗн ушкӑн мана кӑмӑлсӑрлатаймӗ, — терӗ Воропаев. Вӑл мана хӑех ҫав ҫула кӑларса ярасшӑн, ҫитменнине хӑйӗн юратнине… Эсир хӑвӑр ҫумӑра ирӗксӗр ҫыпӑҫакан ҫынсене юратманнине пӗлсе, эпӗ сире шырама пӑрахатӑп. Мӗн пирки сивӗ тивнипе шӑнать-ши вӑл, мӗншӗн теҫеттин пуҫне, лайӑх пулнӑ чух та, ҫирӗм пӑта яхӑн кӑна тухать-ши е нумайӑшӗ акнӑ вӑрлӑхне те каялла тавӑраймаҫҫӗ-ши? — Йытӑ ҫухалнӑ! Эпӗ хӑлхасене хуплатӑп, вӑл ҫаплах каласа парать. Вӑл литейнӑй кӗпер патӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра, лайӑх хваттерте пурӑнать, хваттерӗ, паллах ӗнтӗ, вӑрҫӑ ҫулӗ хушшинче йӗркерен тухнӑ та, ҫапах та унта пӗр-пӗр артист хваттерӗ пек темӗнле поэтла кӑмӑл уҫӑлчӗ. Ҫавӑнта кай. Марьяна апатланнӑ хыҫҫӑн вӑкӑрсене курӑк пырса пачӗ те, хӑйӗн бешметне пуҫ айне хурса, арба айне, лӳчӗркеннӗ, сӗткенлӗ курӑк ҫине кӗрсе выртрӗ. — Ҫынсене тӗме ҫинчен илӗр те ҫула малалла тума пуҫлӑр, тӗмине эпир урӑх майпа ҫӗнтерӗпӗр. — Пӗлетӗп, — тет вӑл. Карап тулли бакштагра пытӑр тесен, ӑна ҫавӑрасси, унтан брамселе, бом-брамселе, тонсельпе стаксельсене ҫӗклесси ҫеҫ юлчӗ. Халь ӗнтӗ эпӗ пӗччен те, хутӑма кӗрекенни те ҫук манӑн… тесе шутлатӑп. Нумай кирлӗ-им мана, ватӑскере? Чип-чипер кӑна пӗчӗкрех старик, хастар офицер, анчах хӑй кантонистсенченех марччӗ-и-ха. Астӑватӑп, пӗрре мар пулнӑ, тӗрӗслевре параппанҫӑ патне пырать те вӑл, — параппана хӑрушӑ юрататчӗ, — пырать те: «Ну-ка, тӑванам, — тет, — выляса пар мана мӗн те пулсан меланхоллӗреххине». — Эсир ҫавӑн пек ыйту парасса кӗтменччӗ эпӗ. Вӗсем те… тертсем те… ҫынсем те… — Хӑвӑрах куратӑр вӗт-ха, — терӗ ывӑннӑ хӗрарӑм-врач, — аманнисем питӗ нумай, вӗсемпе ӑҫта кайса кӗрӗп-ха эпӗ? Ҫурри таран хӑмасемпе ҫапса лартнӑ тата ҫӗтӗк-ҫатӑкпа та пакльӑпа мӑкланӑ чӳречесенчен кӑшт ҫеҫ тул ҫути сӑрхӑнса кӗме пуҫларӗ. — Мӗн тӑван, мӗнле пурӑнан — ҫавна ыйтатӑп. — Пӑхӑр-ха, хӗрарӑмсем те пур! — терӗ такам, тӗлӗнсе, Корчагин хыҫӗнче. Эпӗ пӗрре кӑна мар монархпа тӑван ҫӗршывне пулӑшса, вӗсемшӗн хисеплӗ ӗҫсем туни ҫинчен вуланӑ. Ҫав ял ҫыннисен, ахӑртнех, киммисем ҫук-тӑр. Ҫутӑлсан та, шыв ҫинче, ҫыранта пӗр ҫын та курӑнмарӗ. — Пиччу ачи пулсан ҫеҫ… — каллех иккӗленчӗ те Ҫӑрттан мучи, йывӑррӑн сывласа илчӗ, унӑн пичӗ те тӗксӗмленсе кайрӗ. — Акма та нимӗн тӑрса юлмасть! — Телейсӗр те иккен манӑн пуҫӑм! Приют ачисене эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр. Ку кӗтмен ҫӗртен пулнипе, Давыдов шартах сикрӗ, ҫав самантрах ачасенчен тахӑшӗ, ҫӑварне алпа хупласа, ихлетсе илчӗ. Темиҫе ҫул каялла хӑйӗн поместьисенчен пӗринче ӗлӗкхи вырӑс улпучӗ, Кирила Петрович Троекуров, пурӑннӑ. Мидон вӑрманӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗсем тата ҫӗр айӗнчи ҫулсем туса пӗтернӗ тӗксӗм уҫланкӑсенчен пӗрне «Пысӑк хула» тесе ят панӑ; ҫӗр айӗнчи ҫав ҫулсем тӑрӑх питӗ нумай ҫын хӗвӗшсе ҫӳренӗ. Эпӗ сирӗн хушшӑрти ӗҫсене хутшӑнмастӑп… Арестантсенчен нихӑшӗ те тарман, анчах пӗрне вӑл тӑрӑшсах темле дьякона пӑвса хӑтланнӑ тапхӑрта тытнӑ. Тасал, ухмах! Гаррис Апрелӗн 7-мӗшӗнче ирхине ҫутӑлас умӗн хурала тӑнӑ Остин Динго ҫилӗллӗн вӗрсе юханшыв патнелле ыткӑннине курчӗ. — Вӑл ирчченех курӑнмасан та, эпӗ ӑна кӗтсе илетӗпех. Вӑл аллипе паллӑ турӗ. — Ӑшӑнчӗ ӗнтӗ. Епле уйрӑлам санран! Амӑшӗ чарӑнса тӑрса пӑхрӗ, — хырӗ ыттисенчен ҫӳллӗ те, ҫӑрарах та мар-мӗн. Шурӑ ҫеҫенхирелле, унӑн тройки ярӑнса пынӑ еннелле, эпӗ нумайччен пӑхса тӑтӑм. — Вӑл-и? Нихӑҫан та! — терӗ ӑна Роберт. Мӗнле барыня вӑл? Хальхи ӗмӗр ҫыннисем ҫине вӑл йӗрӗнсе пӑхатчӗ, ҫакӑ вӑл мӑнкӑмӑллӑ пулнинчен кӑна мар, хальхи ӗмӗрти ҫынсем хушшинче хӑй вӑхӑтӗнчи пек ятлӑ ҫын пулманнипе тата ӑнӑҫулӑхӗ иксӗлнипе вӑрттӑн тарӑхнинчен те килнӗ. Пӗр-пӗр вӑрттӑн ӗҫ тумалла чух ялан кравать айне пытанма тӑрӑшатпӑр-ҫке. Чӑнах та, эсӗ юри хӑтланнӑ пек туйӑнать мана. — Вӑл халӑхра мӗнпур май пытанса тӑрать, ҫавӑнпа та унпа пурне те тума пулать! Ҫав кунах Дубровский хулана тухса каять. Нимех те мар! — Эпӗ ыйткалакансене пама, эпӗ — ҫурта илме, чиркӗве кайма илетӗп вӗт… Эпӗ пӗркун хулана Иван Афанасьич патне пӗр лав ҫӑнӑх ӑсатрӑм тата ҫав ӗҫ ҫинчен хут ҫырса ятӑм, вӗсем каллех вӗт: Петр Александровичшӑн тӑрӑшма хавас, анчах ӗҫ ман алӑра мар, теҫҫӗ, пур енчен илсе пӑхсан та, сирӗн квитанцийӗр тепӗр икӗ уйӑхран килесси те иккӗленӳллӗ. Кӑштах шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, Давыдов Варя амӑшӗн чӗтрекен сассине илтрӗ. — Мӗнех вара! Пӗлме ирӗк парӑр: эсир ун ҫинчен мӗнле шухӑшлатӑр? Луиза Пойндекстер хӑй каретӑра чаршавсем хыҫӗнче ларать пулин те, айӑпланаканӑн кашни сӑмахнех илтет. Асту, йӑнӑш-мӗн ан тунӑ пул, Гек. Катя хӑй пуканӗ патне иртнӗ чух умӗнче тӑракан моряксем ӑна ҫул пачӗҫ, Татаринов хӗрне сума суса ҫапла ҫул панине эпӗ питех те вырӑнлӑ тесе шутларӑм. — Ну, ӑна кам вӗлернине пӗлес текенсем, ман шутпа, кунта та сахал мар. — Мана палларӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран, — Эпӗр санпа ӗлӗкхи пӗлӗшсем вӗт, — терӗм. Студент йӗкӗлтӳллӗн кулса ячӗ, хӗр кӑшт хӗрелсе кайрӗ. Тепӗр кунне поездсем вӗсене тӗрлӗ еннелле илсе кайрӗҫ. Ҫак шухӑшах, йывӑҫ ҫинче ларакан шӑнкӑрчӑ епле тӑрӑшсах кушак ҫурине шӑхӑрса ҫӗнтерме хӑтланине курсан, ун пуҫне тепӗр хут пырса кӗчӗ; тепӗр хут тата тӑрисене курсан пырса кӗчӗ; икӗ тӑри, сарлака ункӑ туса, сывлӑша улӑхса кайрӗҫ те, вӗсен юрри аран-аран илтӗнекен пулчӗ. Пӗр-пӗринпе пӗрлешсе кайнӑ пек, пӗр ҫӑвартан тенӗ пек янӑраса тухакан, анчах ҫӳлте чӗтренсе, сапаланса каякан сасӑсене итленӗ чух Воропаевӑн сывлӑшӗ те питӗрӗне-питӗрӗне ларчӗ. Эх, эпир хамӑрӑн вӑхӑта вӗҫертрӗмӗр… — Анчах мана вӑл ӑшӑтать. Пӳлӗм варринче кӗпе вӗҫҫӗн тӑрса, вӑл пӗр минутлӑха шухӑша кайрӗ. Хӑйӗн ҫакӑн пек пулӑшакан ывӑлӗ пурри ҫинчен шухӑшлани ӑна мӑнкӑмӑллантарсах янӑ. Кунашкал тӑвӑллӑ, тӑнӑҫсӑр тата усӑллӑ пуху чылайранпа пулманччӗ. Уолтерс мистерӑн савӑнӑҫне пӗтӗмпе тӑрласа ҫитермешкӗн пӗр япала ҫеҫ ҫитеймерӗ: вӑл хӑйӗн чаплӑ хӑнисене тӗлӗнмелле тӑрӑшса вӗренекен ача кӑтартасшӑн ҫунчӗ, чи тивӗҫлӗреххисене библи парасшӑн пулчӗ. Сик чӳречерен е кӗр вута», тесе калас-тӑк, ну, акӑ, тупа тӑватӑп! — терӗм эпӗ, — халех сикетӗп, хаваслансах сикетӗп. Вӑл амӑшӗ мӗн ыйтнине илтмерӗ. Курт Краузене илсе кайрӗҫ. Порошоксем пачӗҫ ак… — А куна, — Саломыга хут ҫине пӳрнипе тӗксе кӑтартрӗ, — леш тӗнчене ӑсатас тетӗн пулсассӑн, ҫулне вунулттӑ вырӑнне вунсаккӑр туса ларт та, пулчӗ те. Вутӑ татса тултарнӑ сарайне, кладовӑйне, кухнине, пысӑк нӳхрепне — пурне те тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Лешӗ, килнӗ ҫын ҫине пӑхса илнӗ те чӑкӑртатакан сасӑпа:— Краснощеков… — тенӗ. — Эпӗ, — терӗ Берсенев. Эпир ҫак заседанири пек партие хирӗҫ тухса каланисене халиччен те илтменччӗ. Ҫынсем ытла та нумай вӗреннисем кайрӗҫ халь. Мӗншӗн мана ӑраскалӑм ҫак тӳрӗ кӑмӑллӑ контробандистсен лӑпкӑ ушкӑнне хутӑштарса ячӗ-ши? Вӑл аллисен ытамӗнче хӗснӗ чухне, Тетка, хӑйӗн пырса лекме тивнӗ тӗнчене йӑкӑлт пӑхса илнӗ те, вӑл ҫав тери аслинчен тӗлӗнсе тата савӑнса кайнипе, пӗр самантлӑха хытса тӑнӑ, унтан хуҫи ытамӗнчен вӗҫерӗнсе тухнӑ та, ниҫта кайса кӗме пӗлменнипе, юла пек, пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнма пуҫланӑ. Вӑрмансене, ейӳ кайнӑ чухнехи пек, шыв илсе лартнӑ, халь ӗнтӗ кунта, ҫанталӑк питӗ нӳрӗ тӑнӑ пирки, тӗттӗмрех те пӑчӑ, сывлама йывӑр пек. Кашкӑрсем, хайсен тыткӑнне лекнӗскере сыхласа, чиперех йывӑҫ айӗнче выртнӑ. «Ҫавниҫӗм?», «Юратап?», «Ромочка?» Тата ҫыру ӗҫӗсем енӗпе те мӗнешкел йытӑ! Куратӑн-и, вӑл ҫурӑкскер, — хушса хучӗ вӑл, пӑшал кӗпҫи ӑшне вӗрсе, — мана асӑнмалӑх ҫеҫ кӑмӑллӑ. Вара вӑл каялла ҫаврӑнчӗ. Унтанпа эпӗ тӗтӗм тухнине тек курмарӑм, тен, негрӗ пулнах пулсан, тарнӑ та пулӗ. Манӑн упӑшка пӗр кӳршӗпе пӗрле паян утрав ҫине кайса пӑхасшӑн. — Каяс умӗн, — терӗ Елена та хурлӑхлӑн. Унӑн сӑн-пичӗн уйрӑмлӑхӗсем пит илемлех пулман, анчах та унӑн кӗрнеклӗ шӑмшакӗпе хура куҫхаршиллӗ ӑслӑ пит-куҫӗ ҫине сасартӑк пӑхсан, такам та ирӗксӗрех: «Маттур каччӑ!» тенӗ пулӗччӗ. Пӗр Панталеонен ҫеҫ тӗксӗм сӑн, ҫавӑнпа ӑна Леноре фрау та: «Хӑй секундант пулнӑ тата!» — тесе ятларӗ. Пирӗн комиссар та, Яхно юлташ та, пӗтрӗ ав… Мӗншӗн?.. Еленӑна хӑрушӑ мар, анчах кичем: унӑн ҫак ҫынсем камне, хӑй мӗншӗн вӗсемпе иккенне пӗлесси килет. Мӗн пулчӗ Кэтти? Святой Патрик! — Сарӑ-кӑваккисем те, тӑванӑм, калама ҫук чаплисем пулаҫҫӗ! Унта лекмен ҫӗртен лектерӗн! «Мӗн тума кайӑп эпӗ унта?» терӗ вара Иван Никифорович: «унта леш вӑрӑ-хурах пулатех ӗнтӗ!» Вӑл тенкел ҫинчен анчӗ, ещӗкрен мӑлатук илсе пӑтана темиҫе хут ҫапса шаларах кӗртрӗ, унтан тӳшек ҫиттине туртса кӑларас тесе шухӑшларӗ кӑна, сасартӑк турра кӗлтуманни ҫинчен аса илчӗ. Пӑт ытларах, пӑт сахалтарах — уйрӑмми мӗн пур-ха унта? Фушер таврашӗнче пурӑнакансем яланах икӗ ҫын ҫинчен калаҫрӗҫ; вӗсем пӗр-пӗринчен пачах уйрӑм ҫынсем, анчах иккӗшӗ те революцишӗн пыракан аслӑ вӑрҫӑра ҫума-ҫумӑн тӑрса кӗрешеҫҫӗ. Ҫук. Тупикра аманса пӗтнӗ вагонсемпе сивӗннӗ паровозсен масарӗ ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. — Пурпӗрех вӗренетӗп! — ҫирӗппӗн хушса хучӗ Мересьев, урисем ҫумӗнчен протезсене вӗҫертсе пӑрахса, чӗнсем хӗссе тӑнӑ вырӑнсене чӗрнисемпе мӗн вӑй ҫитнӗ таранах хыҫма тытӑнса. Каллех мӑшкӑлласа кулнине итлеме хатӗрленнӗ Разметнов хӑйӗн сӑмахӗсем Давыдова чӗре патне пырса тивессе кӗтнӗччӗ, анчах Давыдов шывланнӑ куҫне васкаса шӑлса илчӗ те тӗплӗн пӗлме тӑрӑшса, ҫапла ыйтрӗ: — Мӗнле кӑвакарчӑнсем? Вӗсен урлӑшӗсем ак ҫакӑн пек: Палладӑн 500 километра яхӑн, Вестӑн 400 километра, Юнонӑн пурӗ те 200 километра яхӑн кӑна. Кайрӑмӑр! Нестеренко ятарласах вӑраххӑн, сӑмахсене тӑсса каларӗ: — Эсир сӑмахсене калас тӗлӗшпе асӑрхануллӑрах пулман, тесе шутлатӑп эпӗ, ӑна ӗненсех тӑратӑп, тес пулать. Э? Аса илтӗм… Ну, халь малалла, малалла… Ҫав сасӑ вӑрахчен кӗрлесе кайнӑ аслати сасси евӗрлех, эпӗ сасӑ хумӗсем ерипен таҫта галерея тӗпӗнче ҫухалнине те илтрӗм. Турӑ умӗнче ответ тытмалла пулать. Вӑл унталла-кунталла лӳпперӗн пӑрӑнкаласа, чупкаласа ҫӳрекен ҫынсен мӗлкисене шырать, ҫыннисем унран, шуйттантан хӑранӑ пек хӑраса, пурте зал варрине кӗпӗрленсе чупрӗҫ. Мана кӑмӑл ҫемҫелнин туйӑмӗ сисӗнмеллех савӑнтарса ячӗ, ҫак туйӑма мӗнпе те пулин хуйхатасран шикленсе, турӑ ҫыннипе васкаса сывпуллашрӑм, шухӑша сапалас мар тесе айккинелле пӑхмасӑр мӑнастиртен тухрӑм та каллех кисренчӗк те илемсӗр урапа ҫине лартӑм. Ситников вӗсем хыҫҫӑн сиксе тухрӗ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче сакӑршар сехет нимӗн ҫимесӗр лара пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апата виҫҫӗмӗш этажран анса ҫӳреме унӑн вӑйӗ ҫитмест: час-часах е алӑсем е урасем нимӗн пӗлми пулса каяҫҫӗ. — Шутлӑр! — тесе тытӑннӑ сасӑпа кӑшкӑрнӑ Ривэра, судье еннелле ҫавӑрӑнса. Чунна хускатни ҫеҫ пулӗ, хӑрама пуҫлӑн, канлӗ ҫывӑраймӑн». Ытла аван мар пулса кайрӗ Кондрата! Вӑйлӑ ӗҫнӗ пулнӑ вӑл куреньри козаксем, хӑйсен телейне те ӗҫсе янӑ. — Хальхи пӑлхав та туземецсемшӗнех ӑнӑҫса пырать-ши? — тесе ыйтрӗ Элен. Тепӗр хӗрачана чӗнтерчӗҫ. — Ҫылӑхлӑ! ҫылӑхлӑ! — терӗ Нечаев шӳтлӗн. Тепӗр отряда эпӗ хӑҫан куҫӑп-ши? — Юратмасӑр, сэр. Граф, чӑнах та, михӗ-иҫ вӑл? Лагерьте пилӗкҫӗр палатка, е урӑхла каласан, пилӗкҫӗр вигвам яхӑн пулнӑ, вӑл юханшыв хӗрринчи вӑрман ҫумӗпе темиҫе километра тӑсӑлса ларнӑ. — Эпӗ, — терӗ Павел малалла, — эс ӗненекен ырӑ та йӑваш кӑмӑллӑ турӑ ҫинчен каламастӑп, эпӗ пупсем пире патакпа юнанӑ пек юнаса хӑратакан турӑ ҫинчен, — унӑн ячӗпе халӑха сахал ҫыннӑн усал ирӗк-кӑмӑлне пӑхӑнтарма тӑрӑшакан турӑ ҫинчен калатӑп… Беловзоров килсе кӗчӗ — эпӗ вӑл килнишӗн савӑнтӑм. Анчах та ҫынсене хӑтӑлас тенӗ шухӑш ҫеҫ мар аптӑратать, тепӗр шухӑш та кӑкӑрӗсене пӑва-пӑва илет, вӑл шухӑш йывӑр шухӑш: ҫынсем ӳкӗнеҫҫӗ, вӗсене намӑс пек туйӑнать, вӗсен ҫиллисем каплана-каплана килеҫҫӗ. Ромашов, Валя нервӑллӑ пулнипе усӑ курса, ӑна тем те пӗрсемпе хӑратса пӗтерчӗ. — Эпӗ ун пеккисене, яка чӗлхеллисене, нумай курнӑ. Патша ҫемйипе тӑванӗсем пӗтӗмпех пулнӑ. Эпӗ чаплӑ ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн виҫ эрнерен Блефуску императорӗ патӗнчен чаплӑ посолсем килсе килӗшӳ тума сӗнчӗҫ. Вӑрҫӑччен Сердюк МТС механикӗ пулнӑ. — Сирӗн патӑрта ӗҫлессине эпир чыс тесе шутланӑ пулӑттамӑр Уэлдон миссис, — терӗ ватӑ Том. Флягӑран шыв ӗҫнӗ хушӑра та хиреллех пӑхрӗ Андрей, ҫак самантра вӑл хӑй вилме пултарасси ҫинчен те шухӑшлама хӑтланчӗ. — Арӑм ӑҫта? — ыйтрӗ Артамонов. — Ҫук, — терӗм эпӗ ӑна ҫирӗппӗнех. Хутран-ситрен кӑна хӗллехи урамра таҫта урапа тӳнкӗртетнӗ сасӑ илтӗнкелет. Тулашри ҫутӑ патне малтанхи пекех туртӑннине вӑл халь туйсах каймасть, унӑн пуҫ мимийӗ те лӑпкӑнрах ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак кулӑшӑн Джеммӑна тытса чуптунӑ та пулӗччӗ вӑл! Ҫакнашкал ырӑ шухӑш тытнине пула, гувернантка пӳлӗме каялла таврӑнсанах эпӗ ун тавра тапӑртатса ҫӳреме пикентӗм, ҫапла хӑтланма унӑн юбки ҫине атӑ кӗлипе пусса татса пӑрахма меллӗ самант килсе тухичченех чарӑнмарӑм. Огнянов та асӑрхарӗ вӑл мӗнле пӑшӑрханнине. Майӑн палланӑ интереслӗ ҫынсем татах темиҫе те пурччӗ. Мӗнех вара сирӗншӗн ҫав хӗрарӑмсене тивместӗп тесе мана сӑмах памашкӑн? Пӑлханса кайнине пула вӑл ҫӳҫне аллисемпе ҫатӑрласа лартрӗ те каллех кӗтеселле тапса сикрӗ, анчах, ун патне ҫитсен, чарӑнчӗ, пичӗпе Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те хавассӑн ахӑлтатса ячӗ. Ҫур сехете яхӑн эпӗ ҫине-ҫинех кӑшкӑртӑм, юлашкинчен тин питӗ аякра хама хирӗҫ кӑшкӑрнине илтрӗм; вара саса еннелле ишме хӑтлантӑм, анчах ӗҫ тухмарӗ; эпӗ вак утравсем хушшине лекрӗм пулас, мӗншӗн тесен икӗ енче те хура сӑртламсем курӑнаҫҫӗ; тӗллӗн-тӗллӗн утравсем юханшыва хӗссех лартаҫҫӗ, ҫывӑхрах ӑшӑх вырӑнсем пурри сисӗнет, — мӗншӗн тесен шыв ҫырана ҫапӑнса шӗмпӗлт-шӗмпӗлт! тӑвать. — Эсир мана хисеплеместӗр!.. — Колхоза сӑтӑр тума памастӑп! — кӑшкӑрать Майданников, Давыдов пырса ҫитнипе хавхаланса кайнӑскер. — «Вӑкрисем манӑн мар, колхозӑн!» — тет вӑл. Килӗшетӗн-и? — терӗ. — Уйрӑм карӗҫ. Лукич — унта, атӑпа тата! — Мӗн тӑватӑр эсир? — ыйтрӗ Берсенев унран. Вӑл вӑхӑтчен малтан та эпӗ хам пурнӑҫӑмра нимӗн аваннине те ҫиеймен, эппин пурпӗрех марччӗ-и вара маншӑн? — Типшӗм кӗлеткипе мӑнкӑмӑллӑн авкаланса, хӗрача клубалла чупрӗ. Поэтсем пек каласан, ку эрех ту ҫинчи кӗтӳҫӗн чунӗ пекех туйӑнать мана. — Акӑ ҫак турат татӑкӗ пек… Эпӗ Сноуи урлӑ каҫасси ҫинчен калатӑп. Вара вӑл боцман ҫине пӑхрӗ, лешӗ ун чухне ҫӗнтерӳ ҫывхарнине курса, савӑнса илеймесӗр чӑтаймарӗ. — Ӑна шыв урлӑ каҫма кирлӗ те мар, — терӗ Айртон. Анчах ҫавӑнтах: «Ай, вӑл мар! вӑл мар!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те, ӑнсӑр пулса ӳкрӗ. Алексей ҫӳлте вӗҫекен пирки пӗр-икӗ сӑмах каларӗ. Вӗсене халӑх валли ҫапса кӑларнӑ политикӑлла тата экономикӑлла литература, агрономипе выльӑх-чӗрлӗх мӗнле ӗрчетесси ҫинчен — пӗр сӑмахпа каласан, ял хуҫалӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем кирлӗ. — Кациксем вӗсемпе. — Мӗншӗн апла? Ҫӗмӗрт ҫеҫке ҫурнӑ вӑхӑт. — Вара, хӑйне хӑй те астумасӑр, кӑшкӑрса ячӗ: — Терёха! Ҫав вӑхӑтрах Лушка Давыдовӑн чунӗ асапланса тертленнине пӗрре те асӑрхамасӑр ларать. Мӗн пултарнӑ таран Пит ӗҫессӗм килетчӗ ман, вӗсем мана ҫӗклесе пынӑ чух мӗн яла ҫитичченех эпӗ шыв ыйтса анӑратрӑм, Лури ҫинчен ыйтрӑм. Ҫӳҫ касакан, вашават ача, ҫын кӗнине курсан яланхи пекех пукан ҫине кӑтартса, пуҫне тайрӗ: — Ларӑр! — Сиплет те. Ӑна шансах тӑрӑр, капитан. Ҫак ыйтура вӑл кӑшт мухтанни палӑрчӗ. Англире те хӗрлӗ тӗслӗ тесе шутлама пултарнӑ вӑрӑм ҫӳҫсем патвар ҫыннӑн пек тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсем усӑнса аннӑ. Ежов ӑна хирӗҫ чарӑнса тӑнӑ та, тутисене мӑшкӑллӑн култарса:— Ҫук, вӗсем ытлашши мар! — тенӗ. Унта «Украинӑри ҫамрӑксен Коммунистла союзӗн Берездов районӗнчи комитечӗн» тесе ҫырнӑ. — Кошкильды! — терӗ вӑл. Ку мӑшӑр та чиперех анса, пӗрремӗшӗ ҫумне Роберт кӑтартнӑ лупашкара хутшӑнчӗ. Эпӗ тӑма хӑтлантӑм, анчах йӑшӑлт та тӑваймарӑм. Ман алӑсемпе урасене (эпӗ месерле выртнӑччӗ) ҫӗр ҫумне ҫирӗп ҫыхса хунӑ. Манӑн вӑрӑм та йӑвӑ ҫӳҫсене те ҫавӑн пекех ҫӗр ҫумне туртса ҫыха-ҫыха хунӑ. Сирпӗнӳ сасси тамалсан Гор аран-аран пӑшӑлтатрӗ: — Арсенала сирпӗтнӗ. Чустапа сысна ашӗнчен тата иҫӗм ҫырлинчен. Тепӗр икӗ кунран эпӗ ун патне кайрӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вӑл шывра ҫырла сапаки мар, унӑн ӗмӗлки кӑна пулнине тавҫӑрса илнӗ. Женя Тимура аллинчен перӗнчӗ: вӑл ӑна, хӑйне ҫавӑтса кайса, Ольгӑпа паллаштарасшӑнччӗ. Килсе ҫитсен, — чи малтан ман пуҫа касаҫҫӗ — эсир ман патӑмра пурӑннине ялӗпе пӗлсе тӑраҫҫӗ, а халӑхӗ пирӗн… ҫавнашкал… Вӑл тискер кайӑк пекех ҫивӗч курать, унта темскер кашкӑрпа тилӗ йышши пуласси хутӑшса кайнӑ; ман яланах ӑна ҫилентерес килет, анчах вӑл ман ҫине аякран, тӗтре витӗр пӑхнӑ пек пӑхать. Сен-Мартен патӗнчен айлӑм вырӑнпа ҫуран утрӗҫ, ҫул хӗрринчи пӗчӗк пӳртсене е ту ҫинчи ялсене ҫӗр выртма чарӑнчӗҫ, унтан каллех малалла кайрӗҫ: вӗсен малтанах палӑртса хунӑ ҫул пулман. Сасартӑк Бекки каллех хытӑ макӑрса янӑ, Том тинех ҫакна ӑнланса илнӗ: хӑйӗн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ пек, Беккин пуҫне те ҫав хурланмалли шухӑшах пырса кӗнӗ иккен. Пӗтӗм ҫак калаҫусем, ҫак тавлашусем, ҫамрӑксен вӗресе тӑракан ӗмӗт-шанчӑкӗсем, шухӑш-туйӑмӗсем — ҫаксем йӑлтах суккӑр ҫине тӑвӑллӑн та кӗтмен ҫӗртен йӑтӑнса анчӗҫ. Индеец Джон пичӗ ҫинче темӗнле йӗрӗннӗ пек кулса илни курӑнса кайрӗ. Манӑн хӑмӑт ӑстипе паллашас, унпала темскер ҫинчен нумайччен калаҫас килетчӗ, анчах эпӗ уа патне пыма именеттӗм, — Клещов пурин ҫине те шурӑрах тӗслӗ куҫӗсемпе темскерле, хӑй умӗнче никама та курман пек пӑхатчӗ. Святой Винцет заливӗн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗнче Аделаида порчӗ — Кӑнтӑр Австралин провинцийӗн тӗп хули — сарӑлса ларать. Джим, эпӗ сана шарик паратӑп! Льгов вӑл — питӗ авал туса лартнӑ пӗр тӑрӑллӑ чул чиркӳллӗ тата Росоте ятлӑ шурлӑхлӑ юханшыв ҫинчи икӗ арманлӑ ҫеҫенхир варринчи пысӑк ял. Игнат сасӑ кӑлармасӑр йӗнӗ. Аркадий Павлыч сарлака пурҫӑн шӑлавар, хура бархат куртка, кӑвак сапакаллӑ илемлӗ фес, китаецсен евӗрлӗ кӗлесӗр сарӑ туфли тӑхӑнса янӑ. Начар та пурӑннӑ — тӗрлӗрен… — Юрать, — терӗ Яков. — Санӑн выльӑх-чӗрлӗхӳ колхозра, ялхуҫалӑх инвентарӗ те — унтах. Вӑл самантрах курӑнми пулчӗ, часах тачка илсе те килчӗ. Арҫын ачасем ун ҫине икӗ пӗчӗк михӗ хучӗҫ, ҫиелтен кивӗ ҫӗтӗк-ҫатӑкпа витрӗҫ те хӑйсен тиевне туртса ту ҫинелле улӑхма пуҫларӗҫ. — Акӑ тата ҫакнашкал та пулкалать, — пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑхпа пуҫларӗ Ромашов, — каллех ӗнтӗ ача чухне чылай-чылай уҫӑмлӑрахчӗ вӑл. — Тӑхта-ха, путсӗр, куншӑн эсӗ ответ тытатӑнах, — терӗ вӑл хулигана, хӑйне аран-аран тытса чарса, анчах ҫав самантрах ӑна ҫӳлте лараканнисенчен пӗри пуҫӗнчен тапрӗ. Вӑл ларчӗ те вӗриленсе хӗрелсе кайнӑ питне Андрей хулпуҫҫийӗ хыҫне пытарчӗ. Ҫав шӑплӑх ӑна капкӑн пек туйӑнать. Батюшка ман пӳлӗме кӗчӗ. Унта ҫапла каланӑ: «1. Тетӗшӗ, манах, ҫавна майлах каларӗ: — Тусан кӑларать, — терӗ вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе. — Мистер Бертон, сирӗн «пултараймастӑп» темелле мар. Манӑн мӗнпур ыйтусем ҫине ответ пама тивӗҫ. Вӑл тата тепӗр хут кӑшкӑрчӗ, анчах халь ӗнтӗ сасӑсӑр вӑрман шӑплӑхӗ те темшӗн ӑна хирӗҫ чӗнмерӗ. — Тархасшӑн тек ан кала, — пӳлчӗ ӑна Берсенев. Чӑн-чӑн хӑрушлӑх иртсе кайрӗ, ҫавӑнпа та эпир халь уйрӑлсан авантарах пулӗ. Аппарат хӑвӑртлӑхӗ пӗр чарӑнми ӳсет, математикӑн абсолют саккунӗсем ӗҫлеҫҫӗ, — акӑ кӗҫех ҫӑмартапа метеоритсен ҫул-тӑсӑмӗ улшӑнчӗ: кӗтес сарӑлсах-сарӑлсах пырать. Эсӗ мана пиратсен шайккине илнӗччӗ-ҫке! Эсир мана юратма тата хисеплеме пӑрахнӑ пулсан та, манран хӑравҫӑлла пӑрӑнса кайма сирӗн права ҫук. Урапасемпе сутӑ тӑвакан Воропонов, хӑйӗн ҫап-ҫутӑ куҫӗсемпе Артамонов ҫине тинкерсе пӑхса, ӑна хӑйӑлтатса тухакан сасӑпа ҫапла вӗрентет: — Ӗҫе тӑвас пулать, анчах турӑ хушнисене те манма юрамасть. Тасатса пӗтерсен, Кирюхӑпа Вася пулӑсемпе чӗрӗ раксене витрене тултарчӗҫ, чӳхерӗҫ, вара вӗрекен шыва ячӗҫ. Ҫак пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнакан икӗ ҫынна пӑчӑ, тӑвӑр пула пуҫларӗ, ҫавӑнпа та вӗсем пӗрре — пӗри, тепре — тепри хӑна ҫине сисмелле мар пӑха-пӑха илчӗҫ. — Эпир ухмахсем пулнӑ пек пулса тухать! — Монсеньор, эпӗ сире ӑҫта курма пултаратӑп? Анчах сунара вӗҫлес чухне, пирӗнпе сывпуллашас тенӗ пекех, кӑвакалсем ҫав тери нумайӑн вӗҫе-вӗҫе хӑпарма тытӑнчӗҫ те, эпир хамӑрӑн пӑшалсене те аран-аран авӑрласа пыма ӗлкӗртӗмӗр. Мӗн ҫырнӑ-ши унта? Хӑйӗн пӗр сӑмахӗ питӗ вырнаҫуллӑ тухрӗ те, хӗпӗртесех ӳкрӗ вӑл. Вӑл манпа пӗр ҫуртрах, чартак ҫинче пурӑнатчӗ те, час-часах эпӗ алла кӗнеке тытса ҫӳренине курнӑ, ҫакӑ ӑна питех те интереслентернӗ, вара эпир унпа паллашрӑмӑр та, Евреинов мана «санӑн наука тӗлӗшӗпе ӗҫлеме ҫав тери пысӑк пултаруллӑх пур», тесе ӗнентерме тытӑнчӗ. Йӗрӗ каҫхинехи, ярт палӑрса выртать, таканӗ те палланӑ такан… Эпӗ унта кайсан мӗн курӗҫ? Пур ҫӗрте те округсен ялавӗсем вӗлкӗшеҫҫӗ, кашни округӑн хӑйӗн девизӗ. Хӑй вӑл ҫулҫӑ пекех чӗтрет, час-часах хӑйӗн четкине тутисемпе перӗнсе илет. Вӑл манӑн атте пулчӗ, сэр! Манӑн атте, манӑн атте!.. Тӳпепе пӗлӗтсем карса илчӗҫ; каҫ пуласпа сивӗтрӗ те, вӗсем пит аяла анчӗҫ. — Ну? Ӑна хирӗҫ пӗрмай вӑйланса, хавасланса пыракан, пиншер ҫӑвартан тухакан, чуна чӗтретекен кӗрлевлӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ҫавӑнпа та хамӑн мӗскӗн соперникӑма эпӗ ырӑ кӑмӑллӑнах каҫартӑм. Часах эпӗ, сывалса ҫитсе, хамӑн хваттере куҫрӑм. Ҫапла калаҫрӗ вӑл хӑй патне пыракансемпе, лешсем вара вӑл кистьпе мӗнле хӑвӑрт ӗҫленинчен тӗлӗнсе ларчӗҫ, ӑна ырла-ырла илчӗҫ, кайран пӗрне-пӗри: «Вӑл талант, чӑн-чан талант! Пӑхӑр-ха, вӑл мӗнле калаҫать, унӑн куҫӗсем мӗнле йӑлкӑшаҫҫӗ! Юланутӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине пысӑк тутӑр — серапэ витсе янӑ, ҫил вӗрнипе ҫав тутӑрӗ уҫӑла-уҫӑла каять те кӗлеткийӗн пӗр пайне уҫа-уҫа кӑтартать. Акӑ халӗ вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, ывӑлӑм, сире тӳрех калам: эсир манӑн кӑмӑла питех те каятӑр, ҫавӑнпа та эпӗ сире, пултарнӑ таран, пуринпе те пулӑшма хатӗр. Арҫынсем таса та илемлӗ туйӑм ҫинчен суйса ҫеҫ калаҫнине вӑл пӗлет — арҫынна ӳт кирлӗ, ҫавӑнпа вӑл ирсӗрлӗхе каҫарать, начар тумланнине вара каҫармасть. Ун йӗри-тавра — юрату тӗтри. Тимофей вӗтлӗх тӗми айне выртрӗ. Манӑн куҫӑмсем ҫак вӑйлӑ ҫутта пӑртак хӑнӑхсанах эпӗ хамӑрӑн йӑнӑш шухӑша тӳрлетме хӑтлантӑм. Базаров Аркадине Одинцова ҫинчен калама чарӑнчӗ, унӑн «аристократилле майӗсене» те ятлаҫма пӑрахрӗ; чӑнах та Катяна вӑл халичченхи пекех ырласа пурӑнчӗ, унӑн чечен сисӗм-туйӑмӗсен туртӑмӗсене кӑна чакарма канаш пачӗ, анчах унӑн ырланисем васкавлӑ, канашӗсем типӗ пулма пуҫларӗҫ. А вӑт, куртӑм. Е кӳршӗри урампа ҫав ҫуртсен хӗррипе вӗсене хирӗҫех пытӑм пулӗ. Тӗнчере мӗн чухлӗ ҫын, кашни хӑйне майлӑ йынӑшать. Пурте кула-кула профессора сырса илчӗҫ, Саня вара ҫав вӑхӑтра мана шӑппӑн кӑна чӗнсе илчӗ, эпир кухньӑна тухрӑмӑр. Эвакуацин, уйрӑлусен тата хӑйсен фронтовикӗсемшӗн шикленессин йывӑрлӑхӗсене тӳссе курнӑ, анчах ҫав йывӑрлӑха тӑнлавӗсем кӑвакарнипе ҫеҫ ирттерсе янӑ ҫемьесем те пур. Хӑйне тус тесе шутлатӑн, ҫӗр ҫӑтманскере! — Тепӗр ҫынна кӗтсе илер-ха, — сӑмаха хутшӑнчӗ Боримечка. Каялла эпир линейкӑпа пӗрле таврӑнтӑмӑр. Володьӑпа эпӗ, юланутпа ҫӳрес пултарулӑхпа тата сатурлӑхпа пӗр-пӗринчен ирттересшӗн пулса, линейка ҫывӑхӗнче вӗҫкӗнленсе пытӑмӑр. Чӑнласах та вут ҫути тӗрлӗ ҫӗре сикнӗ пек курӑнать, пӗрре сӳнет, тепре татах чӗрӗлсе каять. Огнянов калама ҫук пысӑк хуйха ӳкрӗ. Хурлӑхлӑн уланӑ сасӑ вара, хуллентерех те хуллентерех илтӗнсе, аякалла кайса, кайран вуҫех илтӗнми пулчӗ. Пурте хӑйсем кулса ярассине пусарнипе антӑхса хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗҫ. — Хывса хур! — Мана асӑрхаттарма аван мар пулнӑ! Хӑйне нихҫан та пуля тивес ҫук пекех. Чухӑнсене укҫасӑр-мӗнсӗр сыватас тесе те вӑл нумай ӗҫленӗ. Ҫур сехет маларах пулнӑ пулсан, сударь, эсир мана пачах урӑхла ӗҫре курнӑ пулӑттӑр. Пӗр юнлӑ варвиттипе — ку вӗҫен пек каласан, пирӗн пек каласан — дизентерипе килнӗ хӗрарӑм ӳтне, — эпӗ… лайӑхрах мӗнле калас-ши сире… эпӗ опиум ятӑм; тепринне шӑлне кӑлартӑм. Елена Петровна, туршӑн та, тӑван пекех пулчӗ: Наташӑна хӑй патне илчӗ, ача ҫуратакансен ҫуртне илсе кайнӑ, калле илсе килнӗ… — Мӗнле пек сана, питӗ йывӑр-и? — ыйтатӑр эсир унран. — Аннет ют ҫынсенчен хӑрать, халӗ, пӑхӑр-ха ӗнтӗ, вӑл ырӑ кӑмӑллӑ «аттерен» пӗртте ютшӑнмасть. Ӑнланӑр-ха, йытӑ сирӗн вӗт, манӑн мар. — Эпӗ сирӗнтен хама ирӗке кӑларма ыйтмастӑп та, — терӗ мӑнкӑмӑллӑн боцман. Вут ҫутине ҫывхарах, офицер кровачӗ патнерех, икӗ ятларах ҫын — икӗ феерверкер — пырса ларчӗҫ. Вӗсенчен пӗри ватӑскер, вӑл кӑкӑрӗ ҫине георги хӗресӗсӗр пуҫне пур медальсемпе пур, хӗрессене те ҫакса янӑ; тепри — ҫамрӑк кантонист, вӑл пӗтӗрсе тунӑ пируссем туртса ларать. Таврара пырса кӗмелле мар чӑтлӑхсем ҫук ӗнтӗ, йывӑҫсем те тӗрлӗ тӗслӗ. Залӑн сулахай кӗтессинче ҫӳллӗ алӑк уҫӑлчӗ, унтан куҫлӑхлӑ пӗчӗк старик сулкаланса тухрӗ. Юпитер — Хӗвел системин чи пысӑк планети, ахальтен мар ӑна Рим туррисен патши ятне панӑ. Эпӗ чипер тӑн-пуҫпа шутлакан кирек хӑш ҫынран та ыйтӑттӑм: ҫак сӑмахсене шикленмесӗр итлесе тӑма кам пултарӗ-ши? Ун пеккисем те пур, хӑйсене хӑйсем вара… — Вӑл хӑвӑрт тӳрленсе тӑчӗ те каллех хушса хучӗ: — Тепӗр тесен, ыран ман пата анне килет. — Ҫук, вӗсене эпӗ халӗ сирӗнпе пӗрле ҫиесшӗн. Хатӗрленсе тӑр. Эпир ҫыран хӗррине иккӗмӗш хут кайни ҫыранри часовойсене хытах шутлаттарчӗ пулас. — Ҫук, каясах пулать. Вӑрманта ҫил шавлать. Кресло патне таврӑнчӗ те каллех паҫӑрхи вырӑна ларчӗ, шнур шарикне аллипе ҫавӑркалать, пичӗ халӗ кӑштах минренчӗкрех. Дик Сэндӑн малашнехи ӗҫӗ-хӗлӗ ҫак тӗллеве пӑхӑнса тӑмалла. — Женя, — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ Ольга, — хул пуҫҫине епле чӗрсе ятӑн капла? Одинцова сӑмса тутӑрӗн кӗтессине ҫыртса илчӗ. — Ан калаҫса тӑр эс, Кандов! Вара вӑл, яланхи пекех, черетпе кашнинех тӗпчеме тытӑнӗ: пирвайхи ачаранах ыйтма пуҫласа пуринчен те ыйтса тухӗ. — Мӗн хуҫнӑ-ха эсир? Йытӑ вӗрни хытӑрах та хытӑрах илтӗнет, Илийчо Ӑслай вӑл ӗҫе пит ӑста пултарни пуриншӗн те паллӑ. Анчах вӗсен ҫак урса кайнӑ шовинизм хумӗпе ҫапӑҫма хӑйсен вӑй ҫитмест, ҫавӑнпа вӗсем йӗри-тавра ҫавӑрса илсе пыракан петлюровецсемпе паттӑррӑн ҫапӑҫакан хӗрлӗ чаҫсем хулана савӑл пек хӗсӗнсе кӗрес пулсан ҫеҫ, чӗррӗн пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Мӗнле пурӑнас-ха манӑн сансӑр? Эс пӗлнӗ, эппин! — ҫилленсе кайрӗ Ольга. — Мӗншӗн эсӗ Лещинские Павлуша ҫинчен, Корчагин ҫинчен каласа патӑн? — Стой! Эпӗ ӑна «а», тетӗп, вӑл мана хирӗҫ «бэ», тет. Анчах, майор курокне ярса ӗлкӗриччен, таҫти пӗр айлӑмран пӑшал пенӗ сасӑ илтӗнчӗ. «Нивушлӗ, — шухӑшларӑм, — ҫак ӑслӑ, сӑпайлӑ хӗр — эпӗ халиччен пӗлнӗ Зинаидах?» — Эпӗ те хӑлхасӑр карчӑкӑм, вӑт ман пӗтӗм кил-йышӑм. Килне кай, кӑвакарчӑнӑм… Анчах сирӗн тавар — эпӗ вара купец. Килкартинчен пирӗн пӳртӗн хуҫи — пирӗн кӳршӗ Панков тухрӗ. Панков пиджак тӑхӑннӑ, мӑйӗнче хӗрлӗ тутӑр, резина калушпа, кӑкри ҫинче тилхепе пек вӑрӑм кӗмӗл вӑчӑра. Икӗ Акимӗ те йӑпӑр-япӑр калаҫса ҫаврӑнман ҫынсем, пӗтӗм Гремячий хуторӗпе те чи хытӑ пуҫлӑ шуйттансем вӗсем. Гусев карттусне хыврӗ, ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ. Ҫӑвӑн та пахчана кай… Ҫакна чараканни е вӑхӑтлӑха пусӑрӑнтараканни пӗр япала ҫеҫ пур — ача ҫуратни; вӑл та пулин хӗрарӑм ӳт-пӳ енчен сывӑ, тӗрӗс-тӗкел чухне, урӑхла каласан, ачине хӑй ӗмӗртсе пурӑнма пултарнӑ чухне ҫеҫ-ха. Эсӗ — лӑпкӑ чунлӑ ҫын. Ухтищевӑн ӗнентерӳллӗ ачаш сасси Фома хӑлхисенче пӗр евӗр тонпа янӑраса пынӑ… Фома унӑн сӑмахӗсене тинкерсех итлемен пулсассӑн та, ҫапах вӗсем хӑй ҫумне ҫилӗм пек асран кайми ҫыпҫӑннине астунӑ. Хӑй вӑл каллех вут ҫывӑхне тӳнсе кайса выртрӗ. Эсӗр мана асап кӳретӗр. Пойндекстер килӗнче ун пек йӑла пулман. Унта шутсӑр кулӑшла калаҫаҫҫӗ вӗт. Анчах ак ватӑ учительница сӑмах пуҫларӗ те, ҫынсем пурте ун еннелле пӑхма тытӑнчӗҫ, Рада ӑшӗ тинех ытла вӑрками пулчӗ. Самогонне вӑл васкамасӑр, тӗппипех ӗҫсе ячӗ те, кӑххӑм! тесе илсе, чашкине ҫӗре, ури вӗҫне лартрӗ. Ҫапах та, лутӑрканнӑ шӑмшак тӗттӗм ӑшӗнче каннӑ чух та, тискер кайӑкӑнни пек ҫивӗчленнӗ хӑлха кашни сассах тӑнлать. Тем ӗҫленӗ майӗн, вӑл ҫак вӑрманлӑ ҫӗрсенче тахҫанах сарӑлнӑ юрра юрланӑ. Вӑл Таунус сӑрчӗсем ҫинче, илемлӗ вырӑнта ларать, ӑна пирӗн патӑрта, Российӑра, ун шывӗсем тӑрӑх пӗлеҫҫӗ, вӑл шывсем начар кӑкӑрлӑ ҫынсене усӑллӑ имӗш. Отакине илсе килӗр-ха кунта. Вӑл пӑхни, калаҫни, пӗр сӑмахпа каласан, унӑн кашни хускалӑвӗ чун-чӗреме ҫунтарать… — Эпир вӑййа мар, кӑнтӑрлахи кӗлле каятпӑр! — хӗрӳленсе кӑшкӑрчӗ тарпа йӑлтӑртатакан хӗрлӗ питлӗ ватӑрах хӗрарӑм. Тен, короле вӗлермен пулсан, авантарах пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗнне эпӗ каласа параймастӑп. Ҫапла ӗнтӗ ҫӗрлехи нӳрлӗхрен тата тропикре чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсенчен хӳтлӗх тунӑскер, вӑл малалла каять, хӑй тӗлӗнче мӑльт-мӑльт! туса вылякан ҫӑлтӑрсем пек, ним чӗнмесӗр, хӑй тум-тирӗн хутламӗсемпе вылякан ҫеҫенхирти ҫил пек, ним хуйхӑсӑр каять. Кӑшт вӑхӑт иртсен ӑна темле нимӗҫ ефрейторӗ вӑхӑтлӑха суйласа илнӗ, Светлана ҫак намӑса та ним чӗнмесӗр, пӑхӑнса йышӑннӑ. — Атте мана: «Эсӗ кунта хуҫа, тет… кирлӗ пулсан, пурне те хӑваласа яма пултаратӑн», тет… Кайса пӑх-ха, ирхи апат валли пулӑ кӗнӗ-и вӑлтана? Пӗрремӗш арӑмӗ, королева ячӗпе ҫӳрекен Муана – хӗрӗхелле ҫывхарса пыракан тухатмӑш. Ун ӳтӗнче, ытти чылай тантӑшӗсенни пекех, король раттин юнӗ юхать. Ҫутӑ хӗвеллӗ Техасра, татти-сыпписӗр тенӗпе пӗрех ҫуркунне пулнӑ ҫӗрте, ирхине, ырӑ шухӑшсем кӗнӗ чух, вырӑн ҫинче выртма ытла та шел пек туйӑнать. Ытларикун, июнӗн 16-мӗшӗ. Хӗр сӑн-пичӗ пӑртак ҫуталчӗ. Эпир эскадрӑпа чулсем хушшинчи тапӑра. Ҫулҫӳренсем каллех ҫула тухрӗҫ, унта пачах ҫӗнӗ урапа йӗрӗсемпе лаша йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ. Темӗне тинкерсе итленӗ пек, шӑппӑн, тата сӑмахсене аран-аран аса илнӗ пек, вӑраххӑн, манах мунчара ӗҫлекен ҫын евӗрлӗ самӑр питлӗ йӗкӗте-келейнике:— Сӑмавар. — Тав турра, ӗлкӗртӗм, — тесе кӑшкӑрса, вӑл лав патне чупса пычӗ. Вӑл мӑшкӑланинчен пит те тарӑхмалла; эпир ҫав мӑнтӑр каччӑна юратмастӑмӑр, вӑл яланах ача-пӑчасене усал япаласем тума хӗтӗхлетчӗ, вӗсене хӗрсемпе арӑмсем ҫинчен ирсӗр элексем кала-кала кӑтартатчӗ, хӗрарӑмсене мӑшкӑлама вӗрентетчӗ, ачасем вӑл каланине итлетчӗҫ, вара ҫавӑншӑн хӑйсене хыттӑнах леккелетчӗ. Мӗнле пулсан та, эпир ӗҫченсем, вӑрӑсем мар, — ҫакна пӗлсе тӑр! Пусма ҫинче Артура итальянец-тарҫӑсем кӗтсе тӑнӑ, вӗсем пурте салху та хурлӑхлӑ. Горицветов — пӗчӗкҫеҫ, ҫав тери ҫивӗч ача, куршанкӑ пек чикекенскер пулнӑ, енчен енне сулланарах ҫӳренӗ, унӑн куҫӗсем яланах ҫынна мӑшкӑлланӑ пек пӑхнӑ, ҫавӑн пирки вӑл хӑнчӑр куҫлӑ пек курӑннӑ. Ӑнлан-ха эс: вулатӑн та, сана урӑх патшалӑха илсе кӗрекен алӑк уҫӑлнӑ пек туйӑнать… — Кунтискер… — терӗ Силантий мучи, кӑшт тӑхтарах тарсан. Этеме юратать… Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен… — Ҫук, вӑл тӗрӗссине калать, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Эвелина. — Мӗншӗн айӑплӑ-ха эпӗ? — ыйтрӗ вӑл такамран; анчах, ку ыйтӑва хирӗҫ ответ тупаймарӗ пулин те, ҫак ыйту ытлашши пулманнине туйрӗ. Кам унӑн хутне кӗчӗ? А? Госпитальте аллӑмӗш палата пулман. Вӑл ялав аврине ярса тытрӗ, ялав каялла сулӑнчӗ. Вара Вышимирскин ҫак парӑма хӑй кӗсйинчен тӳлеме тивнӗ. Ку вӑл чи малтанхи ырӑ мар калаҫу пулчӗ. — Пур докторсем те — хыт шӑпӑрсем, — терӗ вӑл. Анчах та Изя хӑйне талантсӑр кӗҫҫепит тенипе килӗшмест. Эсир пачах урӑхла; эсир, вырӑс ҫынни пекех, ҫар ҫынни… Вара эпир чуста ӑшне кӗрекен чышкӑ пек кӗрсе кайрӑмӑр… … Хӑйӗн тӑшманӗ тата хӑйсене пурлӑхсӑр тӑратса хӑварса, хӗн-хур кӳрекенсенчен пӗри пулнӑ ҫынпа пӗр пӳлӗмре ҫывӑрнӑ чухне Дубровский хӑйне хӑй тытса чарайман ӗнтӗ. Ямшӑк лашисене пушипе хӑмсарса илчӗ, шӑхарса ячӗ; ҫуна, тупанӗсемпе кӑчӑртаттарса, хапхаран тухса сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те — куҫран ҫухалчӗ. Унпа эпир пӗртен-пӗр каҫ кӑна пӗрле ирттерсеттӗмӗр, ҫапах эпӗ ӑна, хам умра пулас тӗнче вӑрҫин сӑн-сӑпатне тӗлӗнсе каймалла уҫҫӑн сӑнласа кӑтартнӑскере, час-часах аса илеттӗм. Пирӗн тӳпе те юлнӑ. Иккӗмӗш компаса унччен Халл капитан пурӑннӑ каюта маччи ҫумне пуҫхӗрлӗ ҫирӗплетсе хунӑ. Кайса шыв тупмалла пуль: акӑ, пӗве те ҫывӑхрах. — Мӗн тӑхтасси? Тахҫан вӑл оперӑра баритонпа юрланӑ иккен, анчах хӑйӗн театр ӗҫне вӑл тахҫанах пӑрахнӑ пулнӑ. Розеллисен ҫемйинче вӑл тарҫӑпа вӗсен тусӗ пекрех пулса пурӑннӑ. Йывӑҫсем хушшинчен шурӑ сӑрӑпа сӑрланӑ пӗчӗк чӳречесем курӑнаҫҫӗ, хупписене вӗсенне касса тӗрленӗ, хӑш чӳречисем урамаллах тухаҫҫӗ. Хӑш-пӗр вырӑнсенче хӑнтӑрсем купаласа тӑвакан тӗмескесем пек лутра валсем тӗл пулкалаҫҫӗ, ҫавнашкал ансӑр ҫӗрте эпир упаленкелесе ҫеҫ иртсе кайрӑмӑр. Ӑрӑмласа — Магацитлсем пысӑк чулсене куҫараяҫҫӗ тата ӳсен-тӑрана ҫитӗнме пулӑшаяҫҫӗ. Ҫурма ҫула илсе ҫитерсен йӑлт халтан кайрӑмӑр — иксӗмӗр те йӗп-йӗпе тар. Павел, унӑн канӑҫлӑ ыйхине татасран шикленсе, Тая сывланине нумайччен хускалмасӑр итлесе выртать. Хӑйӗн пурӑнӑҫне хӑйне шанса панӑ хӗре чӗререн савас кӑмӑл ҫавӑрса илет ӑна. Ун хыҫҫӑн чупса кайса: — Мана мӗн те пулин калӑр-ха, калӑр-ха!.. — тесе ыйтас килсе карӗ. Ҫапла айкашни мӗне кирлине Джим ниепле те ӑнланаймасть, анчах эпир шурӑ ӳтлӗ ҫынсем, ҫавӑнпа мӗн тумаллине унран лайӑхрах пӗлетпӗр ӗнтӗ, ҫапла шутларӗ те вӑл: «Юрӗ, пӗтӗмпех Том мӗнле хушать, ҫавӑн пек тӑвӑп», — терӗ кӑмӑллӑн. Инкеке, ҫамрӑк капитан кун пек сӑнавсем тума пӗлмест-ха ҫав. Унтан вӑл хӑй вырӑнне, стена ҫумне, тӑчӗ. Одинцова кресло ҫурӑмӗ ҫумӗнчен уйӑрӑлчӗ. — Айртон, эпӗ сире ҫынсем пурӑнакан ҫӗр ҫине антарса хӑварнипе йӑнӑш турӑм пулмалла? Вӗсем ман ҫинчен ҫисе тем те калӗҫ — мӗншӗн тесен эп вӗсен улпучӗ. Грант капитан ҫырнӑ документра индеецсем ҫинчен те Патагонинчен ытла мар каланӑ! indi текен тулли мар сӑмах indiens индеецсем тени пулмасть, indigenes туземецсем тени пулать! Стручков майорӑн чӗркуҫҫи ҫаврашкисем ҫурӑлса кайни малтанах час тӳрленес пек туйӑннӑ. Хӗвелӗн пирвайхи шевли, чӳречерен кӗрсе, унӑн пӳлӗмне ҫутатрӗ… Хурах!.. — кӑшкӑрчӗҫ хайхискерсем; пӑшал сасси те илтӗнчӗ; йӑсӑрланакан чӳпек манӑн ура патнех пырса ӳкрӗ. Ҫакӑнса тӑракан пушӑна илсе стена ҫумне таянтарчӗҫ, виҫӗ кровате тепӗр енне лартса тухрӗҫ. — Вӑл ҫӗнӗскер, — тавӑрчӗ Фрося. Тата калаҫас килетчӗ те санпа, таврӑнма вӑхӑт. — Кам валли илсе кайрӗ пуль тетӗн эсӗ ҫав апата? — Ну, маттур та, ну, чее те пирӗн Женька! Петербургри савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ вырӑнне, мана аякри тӗттӗм кӗтесре кичем, салхулӑх кӗтет. Чунӗ кӳтсе ҫитнипе йӗрет вӑл. Карап команди пысӑках маррипе вӗсен, чӑн та, вӑя шеллемесӗр ӗҫлеме тивнӗ, анчах ун вырӑнне ҫын сахалли ҫу каҫипе илнӗ тупӑша пайланӑ чухне кашнин тӳпине пысӑклатнӑ. — Суятӑр! — ҫилӗллӗн татса лартать те Шаповаленко астутаркӑҫпа ал тупанне ҫат ҫапать. Эпӗ санран мана ӗҫ пама ыйтатӑп! — Гражданин Дантон, гражданин Робеспьер, — илтӗнчӗ Сикурденӑн ҫирӗп сасси, — эсир аристократсене шанса, тен, тӗрӗс те тӑватӑр пулӗ, анчах вӗсене халӑх ӗненмест вӗт. Пӑлхарсем хӑйсем вара ҫапла хушнинчен те тарӑнрах тума тытӑнчӗҫ; ҫавӑн пек иртен-ҫӳренсене вӗсем килӗсенчен хӑвала-хӑвала кӑларчӗҫ, ҫинчен тата тӗрӗксен ҫывӑхри ҫар ушкӑнӗсене пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Картишӗнче ҫанталӑкӗ типӗ, хӗвеллӗ пулсан та, тӗттӗм те пылчӑклӑ картишӗнче пӗр хӗрарӑм курӑнса карӗ те, темскерле тутӑр татӑккине силлекелесе кӑшкӑрса ячӗ: — Кам юбка илет? — Пурте мар? Тӗрӗссипе каласан, — тесе пуҫларӗ вӑл малалла ассӑн сывласа, — сӑмахран, пирӗн йышши ҫынсене купец патӗнче лайӑхрах. Телее пула, Кара-Тете чи лайӑх тумтирӗсемпе утиялӗсене масар ҫине хӑйпе пӗрле илсе килни питех те аван пулчӗ. Кил-ҫуртра иртенпех пурте салхуланчӗҫ; Эпӗ сире Павел тесе чӗнӗп. Ромашка хӑй мӗнле тӑвас тенӗ, ҫавӑн пек хӑйне валли сӑн-пит ҫыпӑҫтарса тума пултарас пулсан та, ҫакӑн пек лайӑх тӑвайман пулӗччӗ тен. Фома тулли стакана хӑй умне туртса лартнӑ, пӗшкӗнсе чей сыпнӑ, ҫав вӑхӑтрах, чӗрине тӑвӑрӑлтарса, ашшӗ хыттӑн, кӗскен сывланине асӑрхаса ларнӑ… Унсӑр пуҫне шкул театрне хупмалла. — Мӗнле, эс Лукашкӑна саватӑн-и? Санин кӳренсе кайрӗ. — Ан хӑра, ман ҫунатӑм, — терӗ вӑл сӑмахпа каласа пама ҫук хӳхӗм ҫепӗҫлӗхпе те чуна пырса тивекен хаюллӑхпа. Каҫ пулса килет. Ҫӑмӑл-им? Ҫыру тавраш ҫырнине вӑл сиен тӑвасшӑн чӑкӑлташни ҫеҫ тесе шутланӑ. Урӑхла нимӗнле те шутлама пултарайман. — Пӗр тумлам та ытлашши мар-с. Мухтавлӑ юптаруҫӑ, Крылов господин пек каласан, «Ку — ҫак таврашри юхан-суран». Хӗвелтухӑҫ енче «Микоян» колхозӑн табак уйӗсем, ачасен санаторийӗ тата ҫул мастерӗн пӗчӗк ҫурчӗ курӑнать. Вӑл хӑйӗн ачаш питне ашӑк айӗнчен кӑларчӗ те, алли ҫине тайӑлса, хӑйӗн пысӑк йӑваш куҫӗсемпе хуллен ҫӳлелле, пӗлӗт ҫине пӑха пуҫларӗ. Бэла нимӗн те пӗлмест. Давыдов тӗкӗр ҫинче унӑн ҫуталса кайнӑ куҫӗсем йӑл кулса ҫиҫнине, чӗкеҫ шатриллӗ питҫӑмартисем ҫинче шупкарах хӗрлӗ сӑн вылянине курса ларать. «Ҫапах та, паллашас пулать-ҫке, — шухӑшларӑм эпӗ, Нескучнӑй умӗнчи хӑйӑрлӑ тӳремлӗхре тӗлли-паллисӗр уткаласа. Мана хӗрарӑм тыттарчӗ, турра шӗкӗр, вӑл халӗ чӗрӗ мар! Кала-ха, кунта иксӗмӗртен пуҫне урӑх комсомолецсем пур-и? Сывлӑм, ҫӳлтен ӳкес вырӑнне ҫӗр тӑрӑх вӑрттӑн шӑвакан ҫумӑр пек, ҫара чул ту ҫинчен аялалла ҫивӗт евӗрлӗ юха-юха анать. Маркиз кӗсйинчен пӗр плитка шоколад кӑларчӗ, ӑна ҫурмалла хуҫрӗ те пӗр татӑкне Гальмалона пачӗ, теприне хӑй ҫиме тытӑнчӗ. Мӗн тумалла унпа?.. Ку уншӑн чӑн-чӑн асап пулнӑ. Акӑ ман упӑшкам та пуҫлӑхӑм килет… Оленина темӗн сӑрӑ, шурӑ, кӑтраскер курӑнчӗ, вара вӑл, тем пек тӑрӑшсан та, ҫав хӑй темӗн чухлӗ вуланӑ тата илтнӗ тусен сӑнӗнче нимӗн лайӑххине те тупма пултараймарӗ. Вӗлереттӗм. Луиза Пойндекстер пит те хумханса ҫавна инҫетрен пӑхса тӑрать. Калаҫнӑ хыҫҫӑн Лятьевский кухньӑна тухрӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех кашни нота ӑна хӑйне евӗр сӑн-сӑпатлӑ, пӗр хӑйне ҫеҫ тивӗҫлӗ пеккӗн туйӑннӑ; халь ӗнтӗ вӑл кашни шӑтӑкра мӗнле сасӑ пурӑннине те, вӗсене хӑш тӗлтен кӑларса ямаллине те пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа Иохим хӑйӗн пӳрнисемпе пӗр-пӗр ҫӑмӑл кӗвӗ ӗнерсе ларнӑ чухне ачан пӳрнисем те выляма тытӑнатчӗҫ. Чун-чӗри ҫирӗп пулнӑ шуйттан хӗрарӑмӗн! Киле таврӑнсан хуҫа мана ҫав пухура мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмӗшпех тӗплӗн каласа пачӗ. Кашни пусма вӗҫӗнчех пӗрер часовой тӑрать; вӗсем пурте хӑрах аллипе хӑйсен умӗнчи алебардӑсенчен илемлӗн тытнӑ, тепӗр аллипе усӑннӑ пуҫӗсене тӗреленӗ, ҫакна пула вӗсем чӗрӗ ҫын пек курӑннинчен ытларах йӑваласа тунӑ кӗлеткесем пек курӑнаҫҫӗ темелле. Унӑн хӑрушлӑхӗ пулсан та Лондонран Эдинбурга каяссинчен пӗрре те ытлашши мар! Сирӗн пата тухса килнӗ чух мӗн калассине лайӑх пӗлеттӗм… Пуҫларӑм — арпашӑнса кайрӑм. Огнянов Стара планина тӑрӑх виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши ҫӳрерӗ. Манӑн пӗтӗм шанчӑкӑм пӗтсе ларчӗ. Пурте ҫителӗклӗ мар чухне кӑшт мӗн те пулин пулни те — пырать! Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫре иккӗшӗнчен пӗри, ӗҫе тӑваканни мар, ӗҫе тума ирӗк параканни начар ҫын иккенне те вӑл ӑнланса илеймест! Ай, ай!.. — Мӗн эсӗ? — ыйтрӑм унран. Пролив ӑшӑхланнӑҫемӗн ӑшӑхланса пычӗ те, эпӗ шывран тухнӑҫемӗн тухса пытӑм. — Иван Павлыч! Курӑпӑр, мӗскер сунӗ вӑл. Хунарсем силленеҫҫӗ. Акӑ эпӗ сана, йытӑ ҫурине, халех ҫитерсе ярам… Ку ҫӗнӗ роль мар, ҫӗнӗ тум кӑна. Кашни юнкер е офицер крепоҫре яланах портер ӗҫет, штосла вылять, экспедицисене хутшӑннӑшӑн награда парасси ҫинчен сӑмахлать, станицӑра вӑл ҫавнашкалах яланах хуҫисемпе чихирь ӗҫет, хӗрсене премӗксемпе тата пылпа хӑналать, казачкӑсен хыҫӗнчен сӗтӗрӗнет те вӗсене савса пӑрахать; хӑш чухне тата авланса та ярать. Монтанелли пукана койка ҫумнерех куҫарса ларчӗ. Хӑшпӗр чухне ӳссе ҫитмен ачасем айванла паттӑрланас шутпа, мӑн ҫынсен вӑйӗнчен кӗвӗҫнипе, хӑйсен мускулӗсемпе шӑммисемшӗн ытларах та пысӑк пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗклене тӑрӑшаҫҫӗ, ҫӗклесе те хӑтланаҫҫӗ, вӑйлӑ мӑн ҫынсем пек, мухтанмалла икӗ пӑт туртакан кире пуканӗсемпе сӑхсӑхма хӑтланаҫҫӗ. «Эп мӗн калатӑп-и? калатӑп: кун пек ывӑл ҫуратакан ашшӗ телейлӗ; ӳпкелешсе калани ытлашши ӑслӑ сӑмахах мар-ха вӑл, ӑслӑ сӑмах ҫакӑ пулса тӑрать: сӑмах, инкек курнӑ ҫынтан кулмасӑр, ун кӑмӑлне ҫӗклеме пултартӑр, шыв ӗҫсе сывлӑш ҫавӑрнӑ урхамаха шпорсем вӑйлӑн хускатса янӑ пек вӑй-хӑват патӑр. Мӗскер иккен вара апла-тӑк вилӗм-чӗрӗмлӗ вӑрҫӑпа вӗлермелли чи-чи лайӑх май-меслетсем шыракан, тӗпчекен мӗнпур ҫар искусстви? Черняк ури кӗллисене шаклаттарчӗ те, хирӗҫ пулнӑ эсаула илсе, утпа вӗҫтерчӗ. Чӑтса ирттерес пулать… — Пурсӑр та вырӑнсене! — кӑшкӑрчӗ Дубровский. Хурахсем кашниех хӑйсем ӑҫта пулмаллине малтанах палӑртса хунӑ вырӑна тӑчӗҫ. — Мана арестлеме пултаратӑн эсӗ, анчах расписка ҫырмастӑп, тырра та памастӑп! Ҫавӑн май Гогольӑн «Мертвые души» ятлӑ кӗнекинче кӑтартнӑ чура «хӗр ача» Плакие аса илмесӗр хал ҫук. Эпир хӑрушлӑха хирӗҫ кайрӑмӑр, хӑрушлӑха хирӗҫ кайнине хамӑр та пӗлтӗмӗр, анчах та кун пек инкек кӗтмен эпир. Анчах та тухтӑр ҫак вырӑнта темшӗн кулса илчӗ, унтан ҫавӑнтах хӑйне хӑй ним пулман пек тытрӗ. Истори — хӗр мар, ӑна качча илеймӗн. Малтан, куҫ тӗттӗме хӑнӑхиччен, Давыдов лупас тӑрринчи шӑтӑкран сарай варрине тирпейсӗр купаласа хунӑ утӑ купи ҫине ӳкнӗ хӗвел урисӗр пуҫне урӑх ним те курмарӗ. Ӑна унӑн йӑхӗ чаплӑшӑн, вӑл принц пулнӑшӑн, король пулнӑшӑн каҫараҫҫӗ. Ҫав карчӑк сана пӗртте кӳрентермерӗ-ҫке, мӗншӗн эсӗ ӑна усал турӑн? Шыв ҫурса кайнӑ шырланӑн чӑнкӑ сакӑлти хӗрринче виҫӗ ҫамрӑк йӗкӗт уйрӑммӑн выртнӑ, вӗсен умӗнче Ежов тӑнӑ, вӑл янӑравлӑн калаҫнӑ: — Эсир ӗҫлӗхӗн таса ялавне ҫӗклесе пыратӑр… эпӗ те, сирӗн пекех, ҫав ҫарти ахаль салтаках, пурте эпир, «ее величество прессӑна» служить тӑватпӑр, пирӗн пурин те ҫирӗп, тӗреклӗ туслӑхпа пурӑнмалла… — Урӑх тӗрӗслӗх пур. Вӗсем тӗттӗм ҫӗрте тӑраҫҫӗ. Малта, пуп вӑрӑммӑн тӑстарса вуланӑ ҫӗрте кӑна, ҫуртасем ҫунаҫҫӗ. — «Явал! — кӑшкӑрса ярать хайхи Петро. — Чӑтӑмлӑхӑн вӗҫӗ те пулать унӑн. Ҫавӑн пек хӑрушӑ шухӑшласа мӗншӗн эпӗ хама та, ӑна та ҫапла ҫын тивӗҫлӗхӗнчен чакаратӑп. — Пӗлетӗп, эсир шукӑль пурӑнӑҫпа ырлӑха хӑнӑхнӑ, анчах ку тӗнчери аслӑ ҫынсем те кӗске вӑхӑтлӑха хӳшӗре ирттерессинчен йӗрӗнмеҫҫӗ. — Кӑршка-касси вӗт ку, — тӗнӗ Ваҫили Андрейч. Катя корзинкӑран шурӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем суйласа илсе пысӑках мар ҫерҫи ушкӑнне ывӑтса парать, вӗсем хӑравҫӑ чӑрсӑрлӑхпа Катя урисем патенчех чӗвӗлтетсе сиккелеҫҫӗ. Ан чарӑр мана, эсир хушсан, эпӗ сире мӗн кирлине ҫитерсе паратӑп, вара тепӗр ултӑ кунтан «Дункан» Туфольд бухтине ҫитсе якӑр ҫине ларӗ. — Эпӗ-и?! — тесе ячӗ Паганель. Выльӑхсем ҫулпа канлӗн утаҫҫӗ, ӗҫес-ҫиес килсен — пурте ҫаран ҫинче, каҫ пулсан ҫывӑраҫҫӗ, кӑнтӑрла чӗнсессӗнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнаҫҫӗ, вара каллех ҫул ҫине тухаҫҫӗ. Кирлӗ апатсӑр юрату авӑ мӗнле пулса тухать вӑл. Вӗсене эпир пурне те ӑшӑтатпӑр. Хӗрарӑмсене ҫатан картасене йӗри-тавра тӑмпа сӗрсе тухма хушмалла — ку пӗрре. Сухал пайӑркине вӑрӑм пӳрни ҫине чӑркантарса лартса, вӑл ыйтать: — Вӗсем епле пурӑннине эсӗ ӑҫтан пӗлме пултаратӑн-ха? — Сӑтӑрса ӑшӑтӑр ӑна, шӑллӑмсем, — терӗ те Остен, малтан хаех Огняновӑн питне-куҫпе, аллисене, кӑкӑрне юрпа сӑтӑра пуҫларӗ. Сасартӑк вӑл хӑй пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑйӗн умӗнче кам айӑплӑ пулни ҫинчен, кам айӑпӗпе унӑн пурнӑҫӗ ҫав тери йывӑррӑн пӑтрашса кайни, темле ултавпа тулса ларни ҫинчен шухӑшланине аса илчӗ. Выльӑхсем! Вырӑнтанах кала, ирӗк паратпӑр, анчах кӗскенрех! — кӑшкӑрчӗ ӑна Нагульнов. Пӗрлӗх, граждансем, пӗрлӗх кирлӗ! Катя ашшӗ таврӑнайман экспедици мӗнле экспедици-ши вӑл?.. Ватӑ тарҫӑ ман ҫине салхуллӑн пӑхса илчӗ те сак ҫинчен ирӗксӗртереххӗн тӑчӗ. Тьху. Акӑ, хайхискер, шӑп та шай ман питӗм-куҫӑм ҫинех пырса пусрӗ. Эпӗ ҫакна алӑпа кап! ярса тытрӑм — пӗтӗмпех ҫӑм пусса илнӗ ура чӗрни алла кӗчӗ кайрӗ. Манӑн ҫӳҫӗм-пуҫӑм чӑшӑлах вирелле шӑртланса тӑчӗ, ӳт ҫумӗнчен тирӗм те вистенмех тапратрӗ. Кунта баухини, урӑхла «тимӗр йывӑҫ», ӳсет, леререх моломпи — Индири сандал йывӑҫӗпе пӗр пек йывӑҫ, ҫӑмӑл та ҫирӗпскер, унран кӗсменсем тӑваҫҫӗ; ун тунинчен сухӑр вӑйлӑ юхать. Хӑш-пӗр тӗлте сумаха тӗл пулкалать — ку йывӑҫра сӑрлакан япаласем нумай. Мӑнтӑр туналлӑ, ҫавракӑшӗнче вуникӗ фут сарлакӑш ахаль гваяк йывӑҫӗнчен начартарах бакаутсем те пур. Ҫӑра тӗмӗсем хушшинче вӑл пӗр вырӑна пырса тухнӑ: кунта ҫын чылай тӑнӑ пулмалла. — Эсӗ тӗрӗс, — ярса илчӗ Базаров. Вӑрҫӑ ҫинчен пӗр сӑмах та шарлама хушмарӑм, пӗрер ҫӑкӑр тата пӗр татӑк сало, сало ҫуккисене ыхра е сухан илме каларӑм, пӑр сехетрен, никама пӗлтермесӗр, ял хыҫне пухӑнма хушрӑм: района каятпӑр, унтан округа пыратпӑр, унта пире хӗҫпӑшал параҫҫӗ, терӗм. — Ку пирӗн мар, — терӗ каллех малалла Прохор. Самантрах аякра леш хайхи ача, Бен Роджерс, курӑнса кайрӗ, ҫав ача мӑшкӑлланинчен Том темӗн пекех хӑрать. Анчах хулара темскер пулнӑ пулмалла. Аркадий хӑй патне пырса тӑнӑ Фифине чӗнсе илсе, йӗркелӗхшӗн ҫеҫ ырӑ кӑмӑллӑн кулкаласа, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ те, музыка итлессине пӗтерчӗ. Катя каллех хӑйӗн чечекӗсене тытса ларчӗ. Ҫамрӑксем хӗрелсе кайнӑ, анчах хӑйсем те парӑмра юлман. «Ҫав-ҫав ялти Нечипорпа Хведькӑна палламаҫҫӗ пулин те, вӗсем пӗтӗм халӑха анлӑн тӗпчесе вӗренеҫҫӗ; вӗсем чи ҫӳлти пусӑмран пӑхаҫҫӗ, ҫапла майпа кӑна выводсемпе анлӑ пӗтӗҫтерӳсем тума пулать. Андрий нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫӗнӗ вырӑн чӑнах та картӑ ҫинче кӑвак карандашпа паллӑ тунӑ фронт линийӗ ҫумӗнчех, нимӗҫ ҫарӗсем йышӑннӑ вырӑна савӑл пек тӑсӑлса кӗрсе каякан ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пулнӑ. — Каланӑ вӗт сире, ирсӗрсене, — саккӑр иртсен ҫӳремелле мар тесе! Тихон ура ҫине тӑчӗ те, алӑк патнелле утса пырса, тӗттӗмлӗхелле тухса ӳкрӗ. Ман патӑма хастарлӑ помощник ярӑр е венецианецсене эпир июлӗн пӗрремӗш эрнинчен хатӗр пулаймастпӑр, тесе пӗлтерӗр. — Эй, Влас! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Туман, ун ҫине пӑхсан. Халӑх судьи свидетельсенчен тӗпчесе нумай асапланчӗ, анчах ӗҫе пуҫарса яракансене ҫапах та тупаймарӗ. Банда! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Павел, кӗреҫине ывӑтса ярса, хӑйӗн маузерӗ ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ патне чупрӗ. Ай-ай, Аннушка! Гленарван ирландеца укҫа тӳлерӗ те, ӑна ырӑ сунса, пӗр-ик сӑмах каларӗ. Пурте вӗсем ҫулланнӑ ҫынсем — ҫӗвӗҫсем те суту-илӳҫӗсем. «Леш ҫыннисем ҫак тумтире вӑрланӑ пулмалла, — терӗ Джим, — вӗсем ун ӑшне укҫа ҫӗлесе хунине пӗлнӗ пулсан, ӑна кунта хӑварас ҫукчӗ». Мӗн пулӗ вара Марья Ивановнӑна? — Атя тӳрех килелле ҫул тытар. — Катьӑна-и? — тӗлӗнсе кайса тепӗр хут ыйтрӗ Нина Капитоновна. «Мӗн-ши ку — тискер кайӑк-и е этем-и?» — шутларӗ Алексей, ҫав самантрах тӗмӗсем хушшинчен те такам иккӗленсе: «ҫынах-ши?» тенӗ пек илтӗнчӗ ӑна. Задачӑ паллӑ-и? Ҫиеле тухма, ҫынсене пӑхӑнтарма юрататӑр, хӑвӑр вара, ҫӑкна тӑвасшӑн мар тӑрӑшатӑр пулин те, вӗсен айнех пулатӑр. Барыня ташша тӑнӑ пек юхӑнса ҫеҫ кайрӗ!.. — Ну, Гришӑран пухасси пулас ҫук… — Ҫук, вӑл сывах. Пулса тӑнӑ ӗҫе ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар. — Эпир тахҫанах сире кӗтетпӗр, — терӗ драгун капитанӗ, тӑрӑхлас шутпа йӑвашшӑн кулса. Вӑл — тивлет, чиркӳ ӗҫне тӑвакан ҫын тивлечӗ пекех хӗрарӑма юратнинчен, хӑвӑрт улшӑнакан шухӑш-кӑмӑлтан килмелле. Вӑл турӑ ячӗпе тата халӑх ячӗпе, халӗ те ӗмӗр-ӗмӗрех… — Ку юрра мӑшӑрлатса юрлаҫҫӗ те, мӑшӑрлантарассах ҫитерет пулас вӑл! — аслати кӗрленӗ пек илтӗнчӗ ун сасси. Яков Лукич алӑк умӗнче пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пусса тӑрать, шӗл кӑвар ҫинче тӑнӑ пек. — Кайран та нимех те пулмарӗ; ӳт тирне туртса пӗтӗҫтернӗ чух, касса кайнӑ пек пулчӗ пӗрре. Шухӑша пуҫ тавра ҫавӑрса илмелле мар пулса тӑрать… Хӑш те пӗр Санькӑсем, Хейфецпа танлаштарсан, япӑхрах тухнӑ. Ҫавӑнпа ялта пурӑнакан 2-мӗш гильди купсан, Ваҫили Андрейч Брехуновӑн, килтен кайма май пулман: чиркӳре пулмалла пулнӑ, — вӑл чиркӳ старости пулнӑ, — килте те хурӑнташӗсемпе паллаканӗсене кӗртсе хӑна туса ямалла пулнӑ. Эпӗ пӗлмӗш пултӑм. Ҫавӑн чух ӗнтӗ Павка пупӑн мӑнкун чустине табак сапса хӑварнӑ та. — Хӑй вара ташлать, — йӗпленчӗк евӗклӗхпе палӑртрӗ Петерсон. Статьяран эсир вырӑс чӗлхине пӗлменни курӑнать. Эпӗ пӗтӗмпех куртӑм. Этем тиртен ҫӗленӗ курткине вӑраххӑн кӑна хыврӗ, пӗр урине ҫӗклесе атти ҫинчи юра ҫӗлӗкӗпе ҫапса тасатрӗ, унтан тепӗр урине силлерӗ, вара, вӑрӑм урисем ҫинче сулкаланса, тӗпелелле иртрӗ. — Апатланатӑп. Нивушлӗ эсир хӑвӑрӑн шухӑшӑрсемпе килӗшмен ҫынсене пурне те йӗкехӳресем тесе шутлатӑр? Ун экспедицийӗнче Ньянгвере тара тытнӑ япала йӑтакан ҫӗр хӗрӗх ҫын, вунтӑхӑр кимӗ пулнӑ. Хӑйӗнчен маларахра — чылай инҫетре — Кузьма Ярцев икӗ шеренга салтак тӑнине курчӗ. Дениска, кӑшкӑркаласа, тур лашисене ҫапа-ҫапа илет, Егорушка та текех йӗмест ӗнтӗ, унталла-кунталла лӑпкӑн пӑхса пырать. Ку ҫывӑрмалли пӳлӗмрен кабинет евӗрлӗ япала пулнӑ. — Ну, ҫапла, ну, ҫапнӑ, — евӗк ҫепӗҫлӗхпе хирӗҫлерӗ те Назанский, хурланчӑк, ачаш куҫӗсемпе Ромашов ҫине пӑхрӗ. Приказчик Назаров вӑл кун пире киле кайса ҫӳреме хушмарӗ, ыран фабрикӑра ӗҫ нумай пулать, киле ан кайӑр, терӗ. Айртон мӗн каланисене Грант пурне те тӗрӗс тесе ҫирӗплетрӗ. — Ҫук, кайса ҫӗклесе тухмаллах пулать: кам пӗлет, вилмен те-и-ха тен вӑл, — терӗ Михайлов. «Ҫак ухмах хӑй ҫур пуса та тӑмасть, ман вара уншӑн хаклӑ тӳлеме тивӗ! Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле каҫсан, Озеров шыв урлӑ каҫас ӗҫе хӑй ертсе пыма пуҫларӗ. Ҫак усал кун хушшинче пулса иртнӗ мӗнпур ӗҫсенчен чи усалли пирӗншӗн Тӑсланкӑ Джон хӑйне хӑй тыткалани чи усаллӑн туйӑнчӗ. Дениска та апатне ҫисе пӗтернӗ хыҫҫӑнах хӗвел ҫине месерле выртрӗ, куҫне хупрӗ. Халтан кайнӑ корвет, хӑма татӑкӗ евӗрех, ним тума та пултараймарӗ. Унта ӑна чӑннипех вилӗм кӗтет. «Сывӑ юлӑр, Петр Андреич!» — терӗ вӑл куҫҫулӗпе: — «Мана Оренбурга ӑсатаҫҫӗ. Унта вара, пуҫӗпе кӗтесе тӗренсе, кӳреннипе тухнӑ куҫҫульне ирӗк пачӗ те пӗр сассӑр макӑрчӗ, макӑрнӑ май куҫҫулӗпе пӗрле чӗринчи юнӗ юхса тухнӑ пек вӑйсӑрланса пычӗ. Хӑй ҫинчен, хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен ҫакӑн пек калаҫнине вӑл пуҫласа илтрӗ, ҫавӑнпа та ку сӑмах унӑн пуҫӗнче тахҫанах путланнӑ, уҫҫӑн палӑрман шухӑшне вӑратрӗ, пурнӑҫ пирки кӑмӑлсӑр чунне, сӳннӗ туйӑмсене — тахҫанхи, ҫамрӑк чухнехи шухӑшсемпе туйӑмсене хуллен вӗрсе чӗртрӗ. Вунпилӗк ҫулхи ача вунӑ ҫынна! Ҫак ҫапӑҫура Магеллан хӑйӗн пуҫне хунӑ. Анчах капла енчен енне пуҫа пӑркаласа пыни хӑйне килӗшес ҫуккине вӑл ҫавӑнтах тавҫӑрса илнӗ. Килӗшнӗ пулмалла ҫав. Хайхисем ӗҫе майлаштарнӑ та… тӗрессипе каласан, питӗ начар ӗҫ! Юлашки сӑмахсем Саломыгӑна тиврӗҫ. Саломыга ун ҫине сарӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. — Эпир малалла та ҫаплах хӑвӑрт ишсе пырас пулсан, пӗр талӑкра сахалтан та виҫҫӗр километр каятпӑр, эпир апла часах тепӗр енчи ҫыран хӗррине те курӑпӑр, — терӗ. Кечуа чӗлхинчен кӗнӗ «пампа» сӑмах вара «тӳремлӗх» тенине пӗлтерет. Ганс, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывне курасшӑн ытла та тунсӑхланӑ пирки, пичче темӗн пек ӳкӗтлерӗ пулсан та, Гамбургран тухса кайрӗ, пирӗншӗн калама ҫук хаклӑ ӗҫ тунӑ, вилӗмрен те ҫӑлса хӑварнӑ шанчӑклӑ ҫын хӑйне тивӗҫлипех тав тума май памарӗ. Том, чӑнах та, кунӗпех уссӑр ҫапкаланса ҫӳрерӗ, вӑхӑтне вӑл ытлашшипех те савӑнӑҫлӑ ирттерчӗ. Пирвай эсир ӑна хӑтартӑр, кайран персе вӗлертӗр. — Ыйтма пулмасӑр… — мӑкӑртатса илчӗ Дубцов. — Мӗнле-ха апла, манӑн сире курма та килмелле мар-и? Хресчен хӗрарӑмӗ, ура ҫине тӑрса, усал хӗрарӑм ҫине пӑхрӗ те хуллен:— Ҫук, мана пиччешӗн илсе килчӗҫ кунта, — терӗ. Тимлесе итле… «Нивушлӗ Зинаида пичӗ вӑл?» — шухӑшларӑм эпӗ, унӑн пичӗ пулнӑ пекех. — Леноре фраун куҫӗсенче куҫҫулӗ курӑнса кайрӗ. Ҫурт ҫурӑкӗсенчен хӗрарӑмсем тухса сутаканне таччӑнах хупӑрласа илчӗҫ; эпӗ ӑна тӳрех палласа илтӗм — вӑл кӗпе ҫӑвакан Натали мӗн! Тата унта илӗртӳллӗ пӗчӗк калавсемпе «Туслӑх парнисем» ятлӑ сӑвӑ кӗнеки пурччӗ, сӑввисене вуламарӑм эпӗ. «Юрать, — терӗ вӑл юлашкинчен, — ку хакпа санӑн пулма хатӗр!» Вандея вӑл — пупсен пӑлхавӗ. Мӑнтӑркка, эсӗ вара каймастӑн. «Эсӗ Татаринов капитанӑн пурнӑҫӗ ҫинчен вуланӑччӗ, — терӗм эпӗ хама, — анчах юлашки страница хупӑнчӗ-ха». — Турӑ хӗрарӑма кулмашкӑн ҫеҫ ҫуратса янӑ-ши мӗн вара?.. — Ытах ним те пӗлме май килмесен, ку вырӑн пачах ҫынсӑр пулсан, мӗнех вара… эпир мӗн те пулин урӑххи шутласа тупӑпӑр! Пурте картишне тухсан, ыттисем ҫуран саланнӑ вӑхӑтра пӗр манӑн ҫеҫ ҫӑмӑл урапапа таврӑнмалла пулнӑран, эпӗ кӑштах вӑтанса кайрӑм, вӑтана-вӑтанах Оперова леҫсе хӑварма сӗнтӗм. — Пулӑшӑн, хаклӑ чунӑм! — тавӑрчӗ Уэлдон миссис, Джека кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса. Эпӗ квартирмейстер ҫеҫ пултӑм, мӗншӗн тесен манӑн ура йывӑҫ. Каҫ пулас умӗн эпӗ ӑна алӑк умӗнче чарса тӑтӑм та ҫакӑн пек калаҫу хускатрӑм:«Чипер пике, кала-ха мана, мӗскер турӑн эсӗ паян пӳрт тӑрринче?» — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Аркадий юлать, — асӑрхаттарчӗ Базаров. Батарейӑна чӗртме те, сӳнтерме те пулать. Ҫынсен сӑн-пичӗсем ҫуталчӗҫ, хавхаланма тытӑнчӗҫ; хӑш-пӗрисем шӳтле юрӑ та юрласа ячӗҫ. Ура шыв тӗпне ҫитмест-ши тесе, эпӗ урана темиҫе хут та шыв тӗпне ярса пӑхрӑм. Юлашкинчен, хал пӗтӗмпех пӗтсе килсе хумсемпе малалла кӗрешейми пулса ҫитсен, эпӗ ура айӗнче ҫӗр пуррине туйса илтӗм. Ку вӑхӑталла тӑвӑл та чылай тамалчӗ. Халь мар, намӑсланнӑ хыҫҫӑн мар — малтан хӗрхенмеллеччӗ… «Ҫак юратнӑ мана», — шухӑшларӗ вӑл, ӑна хӗрхенсе илчӗ, ӑна ӑнланса аллине тӑсса пачӗ. Питех те юрататӑп! Хӑйсен сочиненийӗсенче тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен ытларах ҫырас тесе, ҫав писательсем вулакансене хӑйсен пуҫӗнчен шутласа кӑларнӑ ӗненмелле мар япаласем ҫинчен каласа парса улталаҫҫӗ. Чӑпар ковёр пек ӳсекен курӑкран ҫӳлерех клумбӑсем пур-и унта тӗлӗнмелле чечексем лараҫҫӗ, сывлӑша тутлӑ шӑршӑ сарӑлать. — Вӑл кунта ҫук-им? — тесе ыйтрӗ вӑл йӗри-тавра хӑвӑрт пӑхса ҫавӑрӑнса. Икӗ качака мамӑкне те пухса хатӗрлерӗм, ачасене чӑлхасем ҫыхса панӑ пулӑттӑм… Унӑн тӑсӑлса карӑннӑ сӑпайлӑ пӗҫҫисем йӗнер ҫинче ытла та лайӑх выртни мана та ӑмсантарать, уйрӑмах ак мӗншӗн: мӗлкесем ҫине пӑхсассӑн, хитре курӑнассипе яхӑнне те эпӗ унпа танлашаймастӑп. Джемма унтан ним ҫинчен те ыйтса пӗлмен, ӑна хӗрхеннине нимпе те кӑтартман. Анчах ҫапах та вӑл ун патӗнчен хӑйӗн чӗрине пусарса: «халӗ ӗнтӗ пӗр-икӗ эрне тӳсме пулать», — тесе лӑпланса кайнӑ. — Эсӗ тӗрӗс мар тунӑ. — Ухмах, — шӑппӑн кӑна каларӗ Катя. Иккӗленмелли те ҫук, вӗсем иккӗшӗ те «пӗр шухӑшлӑ икӗ пӗрешкел чун». Упӑшкипе пӗрле инҫе ҫулҫӳревсен йывӑрлӑхне пӗрре ҫеҫ мар чӑтса курнӑ Уэлдон миссис. Эпир ҫӑлӑннӑ ҫӗр ытла та пӗчӗк утрав пулчӗ, тӑрӑшшӗпе икӗ миль те сарлакӑшпе пилӗк миль анчах пулать. Вӑл ҫав тери урса кайрӗ. Урай варринче шӑршлӑ шывпа ларакан витрене урипе тапса йӑвантарчӗ. — Епле казаксем? — ыйтрӗ Оленин. Малтанхи каҫах вӑл Серёжа аллине хӑй нихӑҫан та хӑяс ҫукла ҫемҫен те ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ. Алексей таттисӗр калаҫрӗ, карчӑкран тӑрӑхлакаласа илчӗ, Маринкӑна култарчӗ. «Прошенипе? Хӑй енчен, Катя та ӑна тунсӑхлама кансӗрлемен. Тӗлӗнтермӗш сасӑ ҫывӑхран ҫывӑх киле пуҫланӑ, вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑланнӑ, макӑра-макӑра, сӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалнӑ. Ҫутта юн кӑтартни вӑл питӗ пысӑк ҫылӑх пулать, — питӗ пысӑк ҫылӑх та инкек пулать… Симурден гражданин…» — Симурден! — терӗ Говэн сасартӑк. Аманнӑ ҫын ҫак сасса илтсе куҫне уҫса пӑхрӗ. Тул ҫутӑлнӑ чухне вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑл кухньӑна аннӑ та чей ӗҫме кухаркӑпа пӗрле апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ, ачисене ҫитерме ҫӳле чупса хӑпарнӑ, унтан хуняшшӗне, упӑшкине, пӑяхамӗсене чей ӗҫтернӗ, каллех хӗрачисене ҫитернӗ, унтан ҫӗленӗ, пурин кӗпи-йӗмӗсене те сапланӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ачисемпе пӗрле сада тухса, унта каҫхи чей ӗҫмелли вӑхӑт ҫитичченех ларнӑ. — Хӑшӗ вӑл купӑста яшки ыйтаканни? — терӗ пӗр хулӑнрах кӗлеткеллӗ те таса мар ҫи-пуҫлӑ хӗрарӑм, пӳлӗме пӗр чашӑк купӑста яшки илсе кӗнӗ май. — Эсӗ те, райком та. Говэн умӗнче халӗ ҫынсене вӗлерекен хаяр этем мар, ҫынсене хӑтаракан ҫын пур. Митман обер-лейтенантпа Озеров капитан хыҫҫӑн колонна ним шарламасӑр ялти аслӑ урампа уттарчӗ. Утлӑ разведка ҫӗрле пулса ҫитсен тин ҫывӑрса кайрӗ. Ҫак икӗ ҫутӑ тӑрӑхӗнче вырӑнтан хускалмасӑр тӑракан тӳрӗ хура мӗлкесем курӑнаҫҫӗ. — Пирӗн ҫемьесене хӗстерме тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ, пуринчен ытла манӑнне. — Пӗр май пур, юлташсем: виҫӗ уйӑх хушшинче станцирен вӑрман хатӗрленӗ ҫӗре, ҫичӗ ҫухрӑм хушшине, ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул хывмалла, ӑна уйӑх ҫурӑранах вӑрман каснӑ вырӑна ҫитермелле. Кунта чарӑнса тӑмасӑр, вӑл чӑнкӑ ҫыранти кукӑр-макӑр сукмакпа вӑр-вар аялалла анса, шыв ҫумнех пырса лекнӗ. Арӑмӗ унран тимсӗррӗн вӑйӑ мӗн тери ӑнса пыни ҫинчен ыйтать, упӑшки клубра хӑй мӗн туни ҫинчен каланине тата вӑл ӑна: нихҫан та кӗтсе ан лар, тесе ҫӗрмӗш хут та асӑрхаттарнине йӑл кулса, пуҫне сулкаласа, ӑшӑ кӑмӑлпа тимлӗн итлет. Ӑҫта ҫурт, унта ачасем те пулаҫҫӗ. Каҫхи тӗттӗмре ҫаплах паҫӑрхи кӑмӑллӑ сасӑ илтӗнет: — Пилӗк пӗчӗк пӳлӗм, икӗ енлӗ веранда пекки, вун-пилӗк йывӑҫлӑ пӗчӗк сад. Час-часах пӗр хӗрхенмесӗр хӗнеттӗм эпӗ вӗсене, анчах уншӑн хама та атте тытса силленисӗр пуҫне нимӗн усси те ҫукчӗ. — Французсен чи начар артисӗ провинцири чи начар хулара та нимӗҫсен пӗрремӗш чаплӑ артистӗнчен лайӑхрах та ӗненмеллерех вылять, — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ те, вӑл хыҫалти пӳлӗме куҫса ларчӗ. Артём, Брузжак еннелле пӗшкӗнсе, мӗн тума шут туни ҫинчен каласа пачӗ. Эпир ҫапах та тӗрӗс-тӗкел кайрӑмӑр. Хӑшпӗр чухне эпӗ чассавнипе хура решетке хушшинче нимӗн шарламасӑр чарӑнса тӑратӑп. Хуралҫӑ ҫилленме пуҫларӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа, аллине Челкашӑн хытӑ аллинчен вӗҫертме хӑтланчӗ. Асту эс, пушар каланчи, ҫынсене хӑратма пӑрах! — Илтетӗн-и эпӗ санран мӗн ыйтнине? Вӗсемпе пӗрле майор та пулнӑ. Атту пӗркунне эсӗ мана ахалех темӗн чул кӗттерсе тӑратрӑн. Пӗр тӑхӑнса киветнӗ йӗмми те тата, тен, вӑчӑраллӑ сехечӗ тӑрса юлӗ, — ҫавӑ ҫеҫ. — Ну-ну, ҫитӗ сана, — чарать ӑна чиркӳ старости, сӑранпа сут тӑвакан Житейкин, — ӑҫталла пӑрӑнса кайрӑн? — Камӑн тумтирӗ? — терӗ Гек. — Анчах, мӗншӗн ҫӗмӗрнине пӗлмесӗрех, мӗншӗн ватмалла-ха? — Ҫук, мистер Вудли, — тесе ответленӗ негр, хытах хумханнине палӑртакан сасӑпа. — Вӑл унта ҫук, мистер Генри ҫук. Ҫакӑн хыҫҫӑн Игнат пуҫӗ хулпуҫҫи ҫинелле кӑлтах усӑннӑ, йывӑр пӗвӗ кресло ҫинчен вӑраххӑн ҫӗр ҫине шуса аннӑ, калӑн, ӑна хура ҫӗр вӑйпах туртса илнӗ, тейӗн. Эпир киле таврӑннӑ вӑхӑтра ваттисем ҫывӑрманччӗ-ха. Урамра, кӗтесрен ҫаврӑнса тухса, трамвай чӑнкӑртатса илчӗ. Эпӗ вырӑнтан та сикмерӗм. — Телее, халь каҫсем ӑшӑ тӑраҫҫӗ, ак ку улӑп-йывӑҫ тӑрри ҫӗртен хӑпаракан ӑшша чарса тӑрать. Кӗрсессӗнех ӑна вӗлерсе пӑрахма хатӗр тӑраҫҫӗ вӗсем. Эппин ӑна хирӗҫ кала: эпӗ прерие тарса, тискер лашасем тытса пурӑнма хатӗр, ун арӑмӗ ҫеҫ пулас марччӗ. Вунӑ кашӑкчӗ, халӗ тӑххӑр ҫеҫ. Эпӗ мӗн илтнине аннене йӑлтах каласа патӑм; вӑл макӑрса ячӗ: «Ҫылӑхпа пурӑнчӗ, ҫылӑхпа вилет ӗнтӗ пирӗн тӑрантаканӑмӑр!» — тет. Часах хӗвел тухрӗ, ҫӗре, ҫӑм миххисене, Егорушка тумтирне типӗтрӗ, анчах михӗ ҫинче выртакан ача ҫаплах чӗтрерӗ те чӗтрерӗ-ха. Профессор каланӑ тӑрӑх, ҫак операцине питех те пӗлсе тимлӗн тумалла, вара ҫыннисем те аванах сывалма пултараҫҫӗ: ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ партисене ертсе пынӑ ҫынсен ҫурмалла уйӑрнӑ пуҫ мимисем пӗр-пӗринпе пӗрлешсе килӗшеҫҫӗ, вара хӑйсене хӑйсем эпир тӗнчене ертсе пыма ҫеҫ ҫуралнӑ тесе шутлакан ҫынсем йӗркене кӗрсе малашне тӗрӗс шухӑшлама пултаракан ҫынсен ретне кӗреҫҫӗ. Ҫапла, хӑлхине ҫӑра ҫумне тытса, чылайччен, тул енчи тимӗр алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хуричченех — калӑн, пӗренепе хаплаттарчӗҫ, — итлесе тӑчӗ вӑл. Марс ҫийӗн ытларах пайне тип ҫӗр йышӑнать, ҫавӑнпа та унта пушхир питӗ анлӑ сарӑлса выртать, теме пулать. — Паруса антарӑр, — тетӗп эпӗ, — мачтӑна та илмелле, авантарах пулӗ. — Кам ҫине? — ыйтрӗ сквайр. — Ҫапах та кам тесе шухӑшлатӑн эсӗ? Акӑ ӗнте пӗлӗт ҫинчен вӗрентекен наука ҫынна мӗнле усӑ кӳрет. Пӗр асса кайсан, вӗсене капитан тытса чарассине ан та кӗт. Пысӑк хырӑмлӑ мӑнтӑр ҫын, пристань палубине туйипе шаклаттарса, пӗчӗк куҫӗсемпе крючниксем ҫине пӑхнӑ. Ӑна темиҫен ярса тытрӗҫ те ҫӳле ҫӗклерӗҫ, сывлӑмпа кӑштах нӳрленнӗ сарлака та ҫемҫе ҫӗре лартрӗҫ. — Тавах сана, Санечка. — Ӑҫта-ха сирӗн ӗлӗкхи шухӑш-кӑмӑлӑр, хисеплӗ Чиппатола синьор? — ӑҫта — il ahtico vaior?! Анчах вӑл питех васкаса каясшӑн марччӗ пуль-ха килне, унта ҫитиччен шухӑшламалли пурах-ха унӑн. — Ҫук, эсӗ нимӗн те ӑнланмастӑн-ха, — терӗ Володя йӗрӗнӳллӗн, — ӑнлансам эсӗ. Вӑл ҫынсен чӗрине пӗлекен пулнӑ пулсан, ҫак хӗрӗн пичӗ ҫинче пӗр минут хушшинче хӗр ҫамрӑклах балсене каясшӑн ҫунтарма пуҫланине, апат умӗнхи тата апат хыҫҫӑнхи вӑхӑт вӑраххӑн шуни ҫине ӳпкелешме тытӑннине, вӑл урамра ҫӗнӗ платьепе чупса ҫӳреме юратнине, амӑшӗ унӑн туйӑмлӑхне хӑпартасшӑн пулса кӑтартакан тӗрлӗ искусство енне пӗрре те кӑмӑлӗ туртманнине вуласа илнӗ пулӗччӗ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑскер, сухалне, ҫӳҫне-пуҫне арпаштарса янӑскер, вӑл халь ҫеҫ такампа ҫапӑҫнӑ, хӑйӗн тӑшманне ҫӗнтернӗ те ҫавӑн пирки пӗтӗмӗшпех савӑнӑҫлӑн хавхаланса кайнӑ ҫын пек курӑнчӗ. Пӗтӗмпех асра тытса юлатӑп! Анчах иксӗ танкӗ пирӗн снарядсем ӳке-ӳке ҫурӑлнӑ ҫӗртен хӑтӑлса-тухрӗҫ те тӳрех траншея ҫинелле — Матвей Юргин взвочӗн участокӗ ҫинелле ҫул тытрӗҫ. Манӑн челнок, хӑйӗн ирӗкӗпе пыраканскер, чӑнкӑ тата ҫӳлӗ тӳпесенчен тӑрса, кашни хутӗнчех айлӑмалла анма тӑрӑшать. Кунта мӗн курма тивни вӗсен пуҫӗнче чи салху шухӑшсем ҫеҫ вӑратма пултарнӑ. Давыдов ӑҫта? — Вӑл Менокпа пӗрле Советра, колхоза илме ыйтса ҫырнӑ заявленисене пӑхса лараҫҫӗ. Кам сыхлӗ сан тӑван ҫӗршывна, ют ҫӗрсенчи тӑшмансем тапӑнса кӗрсессӗн?.. Ан ҫиленӗр те-ха, ырӑ кӑмӑллӑ патшаҫӑм, ыйтса пӗлнӗшӗн, пӗлесчӗ, мӗнрен тунӑ-ши сирӗн урӑрти пушмакӑрсене ? Эсир квалификаци илнӗ ҫӗре эпир лартса пӗтерӗпӗр, шыв юхса пымалла тӑвӑпӑр, вара агротехника ыйтӑвӗ тухса тӑрать. Халл капитанпа икӗ матрос ҫак вӑхӑтра тискер чӗрчун ӳтне тата темиҫе сӑнӑ кӗртсе лартрӗҫ, китӑн мӗнле те пулин тӗп органне лектересшӗн тӑрӑшрӗҫ. — Пӑхмасӑрах яра пар! — Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне хут ҫине ҫырса пырать. — Шӑпах эсир кирлӗ мана. — Сирӗн мӗнле тарӑн шухӑшлӑ… тата нимпе те интересленмен сӑн-пит! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Йӗри-тавра икӗ милӗ хушши кашни кӗтесе шыраса пӑхма вӑхӑт ҫитет. Ҫак ансӑр хушӑсемпе ҫуркаланнӑ чӑнкӑ чул хысак ирӗксӗрех шухӑша ярать ҫав. Ҫыннисене ӑҫтан илем-ха? Тӑпрам ҫӑмӑл пултӑр! — Нимех те мар, йӑтса ҫитерӗп, ан пӑшӑрханӑр. Анчах парти ҫине наступлени тӑвасшӑн пулнипе мар. Эпӗ рыцарьла ун хыҫҫӑн сикрӗм, йӑпӑр-япӑрах ӑна ҫыран хӗррине илсе тухрӑм, — хӑрса ӳкни тата пӗвери симӗс йӳлеке ман хӗрӗн хитрелӗхне пӗтӗмпех пӗтерсе хучӗ! — Калав — иртӗхни кӑна вӑл, — терӗ вӑл, ҫӑварне кӗрсе ан кайччӑр тесе, мӑйӑхӗсене вӗркелесе. — Ӑшӑнса ҫитме те ӗлкӗрейместӗн, ӑна, ирсӗре, вуласа та тухрӑн. «Телейлӗ ҫын ку пулас упӑшка!» вӗҫсе иртрӗ ун ӑсӗнче. Уншӑн пулсан, ачисем хӑй ҫумӗнче пулччӑр. Ку ачаран хӑрамалли нимех те ҫук. Эпӗ пӳлӗме кӗрсен, кӗсре хӑй ларакан улӑм кашма ҫинчен тӑрса ман пата пычӗ. — Ирхи апат-и? Ҫавӑн пек систернӗ ачасене пурне те вӗсем «чӗлхесене ҫыртса ҫӳреме, мӗн пулассине кӗтме» хушрӗҫ. — Эвакопункт ҫавӑнта ӗҫлет, вӑл Ярославльтен икӗ километрта. Ҫапах та акӑ мӗн паллӑ: вӑл ахаль гайдамаксен пуҫлӑхӗ мар, ирӗклӗ казаксен утлӑ отрячӗсене ертсе пынӑ. Тулта шӑнтма пуҫланӑ. Килне таврӑнсан, вӑл пӗр-икӗ сехет вырӑн ҫинче ним хусканмасӑр выртрӗ, унтан ротнӑй командир патне кайрӗ те штаба яма ыйтса илчӗ. Авланманскерччӗ. Стенасен тӗксӗм плитисен хушшинче ӳрме ӳсен-тӑранӑн типсе хӑрнӑ чӗлкӗмӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫулҫӳревҫӗсен умӗнче нумай ҫӑмӑлтарах задачӑсем тӑраҫҫӗ: вӗсен Кӑнтӑрти Австралин провинцийӗн хӗсӗк вырӑнӗпе, Виктори провинцине сарлакӑшпех, юлашкинчен, Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс провинцийӗн тӑсӑлса тухнӑ виҫкӗтеслӗхӗн тӑррипе каймалла пулать. — Пӑх-ха, макӑрать! — илтӗнчӗ тӗмӗсем хыҫӗнчен. — Кан, халӑх! — хӗрӳленсе кайса кӑшкӑрать Жихарев. Юлашкинчен, пӗтӗм вӑйпа тапаҫланса, ҫатан карта юпине хуҫса илчӗ-илчех. Аҫа йытӑ ӳлесе-харлатса аяккалла сиксе ӳкрӗ, анчах мучи кӗрӗкне ҫурмаран ҫурса антарма ӗлкӗрчӗ-ӗлкӗрчех. — Эпӗ эсир питрен персе панӑ ҫырусене вуламӑп. Гальвей ҫынни нумай япала ҫинчен систернӗ пек кровать ҫине пӑхса илнӗ. — Анчах асту тепре ҫаклансан сана эп! Ҫав хӑрушӑ вырӑнсене хӑрамасӑр кӗрекен европеец, хуть те кам пулсан та, маориецсен аллине ҫакланмалла, маориецсем тыткӑна лекнисене пурне те вӗлереҫҫӗ. — Апла итлӗр эппин! Вальӑна ҫав капрал ӗҫӗпе свидетеле чӗнчӗҫ. Зоя Инсарова аллинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ вӗҫерӗнчӗ те тӳрех пысӑк пӳллӗ сӗмсӗр умне пырса тӑчӗ. Работницӑсем ун ҫине пӑхса кӑмӑллӑн кулкаланӑ, Яков, куҫӗсене ясаррӑн хӗссе, вӗсемпе ӑшшӑн калаҫнӑ, хӑйне юриех мӑнаҫлӑн тыткалама тӑрӑшнӑ ҫӗртех хӑй ҫамрӑк автан пек хӗрнине пытарма пӗлмесӗр, вӗсем тавра темле хӑяккӑн уткаласа ҫӳренӗ. Вӑл питӗ хурланса йӗрсе ячӗ те калать: «Ку вӑл ним те мар, манӑн чун ӳтрен уйрӑлни пулмалла, ҫавӑнпа йывӑр шӑршӑ тухнӑ та. Асамҫӑ урипе тапрӗ: кӑн-кӑвак ҫулӑм явӑнса тухрӗ ҫӗр айӗнчен; ҫав ҫулӑм варри ҫуталса кайрӗ те хрустальтен шӑратса тунӑ пек пулса тӑчӗ; вара, ҫӗр айӗнче мӗн кӑна пур, пурте, ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек, курӑнма пуҫларӗ. Ҫыннисем ҫук. — Комсомола хӗсӗнсе кӗнӗ, ӑшӑ вырӑна тӗлленӗ! — Тата эсир икӗ хутчен те эмел ӗҫменнине куратӑп эпӗ, — мӗнле тирпейсӗрлӗх ку? Анчах вӑл Ленӑпа калаҫма пуҫласанах, хӑйӗн вӗриленсе кайнӑ питҫӑмартийӗ ҫине унӑн куҫӗн ҫивӗч ҫутийӗ ӳкнине туйрӗ. Утсем пӗр енне пӑрӑнчӗҫ, унтан чарӑнса тӑчӗҫ. — Эпӗ, тӑванӑмсем, акӑ мӗн каланӑ пулӑттӑм: ӗҫ выльӑхӗсене, яланхи пекех, акана тухиччен пӗр уйӑх малтан лайӑх апатпа тӑрантарма пуҫламалла: лайӑх утӑпа, кукурузӑпа, урпапа тӑрантармалла. — Эпӗ сире пӗрне ҫеҫ калӑп, — аран илтӗнмелле каларӗ Пӑван, — сире… калӑп… — Ҫӑварӑра хупӑр, Лбов, — чӑн-чӑннипех асӑрхаттарчӗ ӑна Веткин. Анчах Гека тем систерчӗ; халӗ вӗсем пӑртак уҫӑлна: кӑмӑлӗсем пӑтранни те иртнӗ. Э? Эпӗ ӑна та эс пӗр-пӗр ҫӗре курорта яратӑн пулӗ тесе. — Эсир урӑхла пурӑнма пултарайман, ҫапах та хӑвӑр япӑх пурӑннине ӑнлантӑр. Унӑн пӗркеленсе пӗтнӗ пичӗ сӳс евӗрлӗ сухалӗ ӑшӗнче пытанса тӑрать, кӑвакрах сӑмси пур япаласене те иккӗленерех шӑршлать, икел пек куҫӗсем йӗкӗлтесе пӑхаҫҫӗ. Женя трубкӑна хучӗ, анчах ку кая пулчӗ. Эпӗ цыновкӑна антартӑм та, кӗрӗкпе лайӑхрах чӗркенсе, тӑвӑл юррипе тата хуллен сулкаланнӑ майӗпе тӗлӗрсе пырса, ҫывӑрсах кайнӑ. Эпӗ тӗлӗк курнӑ. — Эс мӗнле кунта ҫитрӗн-ха? Тӑрмакла-ха пӳрнӳсене, эп ӑна халех сӑххисенчен… Мексиканец тумӗ тумланнӑ ҫын вӑл юрӑхлӑ ҫын мар; юрӑхлӑ пулнине эпӗ халиччен нихҫан та курман. Сӗм ҫӗр варринче яла ҫитрӗмӗр. Унӑн вара халӗ капитан та, боцман та, пӗтӗм экипаж та — йӑлтах хӑйӗн пулмалла. — Ӑна халӗ нумай ҫӑмӑлтарах, сирӗн преосвященство. Чирлисемпе аманнисем пурте ҫывӑраҫҫӗ. Тӑлӑхсене, тен, турӑ кӳрентерес темӗ-ха. Арҫынна тивӗҫлӗ ытти мӗн пур япала вара вӗреннӗ ҫынсен те вӗренмен ҫынсенни пекех, ҫавӑнпа та вӗреннӗ ҫын, мӗнле пулсан та, вӗренменнинчен маларах тӑрать, хаклӑрах, Ӑнланатӑн-и, ҫамрӑк тунката?» — Тепӗр каласан, ҫук… ҫук, — тесе хушса хучӗ вӑл, — кун пек вӑл ӗҫ мар; вӑрҫса-харкашса нимӗн те тӑваймӑн. Андрей ҫине тӑраничченех пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл, ҫӗрелле пӑхса, хуллен кӑна сӑмах хушрӗ:— Ҫитрӗмӗр ӗнтӗ, Андрюша, ҫитӗ, чунӑм! — терӗ вӑл. Ерофей пӗтӗм ял-йыш пӑхса ӑмсанмалла ӑслӑ та чипер, вӑйлӑ йӗкӗт пулнӑ. Тинӗс шывӗ хумханса ҫӗкленнӗ вӑхӑтра пирӗн сулӑ ҫине тиенӗ япаласенчен чылай пайӗ ҫухалса пӗтнӗ. Тата хӑшӗ-пӗри — вӑл земский судсемпе аппаланса хӑй те дворовӑй-мӗнӗпех ҫунса кайнӑ ӗнтӗ, текенсем те пулнӑ. Ак ҫакӑн пек. Ӗнер вара? Юнкун кунӗпех тата кӗҫнерникунне те вӗсем вырӑн ҫинче выртсах ирттерчӗҫ, выртнӑҫемӗн вӗсене тата хытӑрах ывӑннӑ пек туйӑнчӗ. Кукушкин шӗветсе ҫӑрнӑ тӑм витри илсе пычӗ те, кирпӗчсене кӑмака ҫине шӑлса лартнӑ май ҫапла калаҫрӗ: — Шутласа кӑларнӑ та вӗт, шуйттансем! Юн унӑн пичӗ тӑрӑх чупатчӗ, персе амантнӑ сылтӑм аллинчен тумлатчӗ, аяк пӗрчинчи сурантан вӗри хӗрлӗ юхӑм пек пӗрӗхетчӗ. — Пирӗн хыҫра та ав… курӑр-ха. Залра киноаппарат ҫатӑртатать. Чеченецӑн ӑшӑх вырӑнта чарӑннӑ, кӑштах силленкелесе тӑракан кӗлетки халь пӗтӗмпех лайӑх курӑнать. Анчах Андрей сасси ҫемҫен те лӑпкӑн янрарӗ, пичӗ ҫинче кулӑ палӑрмарӗ. Сӗтел хушшине ларсан тӳрех ҫиме ан тытӑн, тӑлӑх арӑм апат-ҫимӗҫе ҫавӑркаласа кӑшт мӑкӑртатса иличчен кӗтес пулать, апачӗ начар мар-ха; кашни япалине уйрӑммӑн пӗҫерни кӑна япӑх. Эпӗ ӑна ҫавӑнтах хам пароход ҫинче служить туни ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Престолта король пулмалла. «Каятпӑр яла», терӗ вӑл юлашкинчен, ассӑн сывласа. Кадровиксем курӑнать! — хӗпӗртесе кайрӗ Костя. Эпӗ ун патне пытӑм та, ку ҫынна ӑҫта курнӑ-ши тесе, аса илме тӑрӑшрӑм. — Вӑл халь хытӑ вирхӗнсе килет те пирӗн ҫине сиксе ӳкет. Малтан хӑйсене хӑйсем аристократла хӑтланкаларӗҫ, ман ҫине пӑхса чӑхлатса ларчӗҫ, кайран — хӑйсемех ӑсран кайиччен ӗҫсе супрӗҫ… Давыдов Нагульнов патӗнчех пурӑнать-ха. Ахӑртнех, эпӗ ку челнокӑн йӑлине хӑнӑхса ҫитме ӗлкӗрейментӗр-ха. Унтан, сасартӑк амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса, вӑл ӑна хуллен каларӗ: — Эпӗ акӑ мӗн, чӑматанта хаҫат пулӗ, тесе тавҫӑратӑп, — тӗрӗс-и? Николай, Ниловнӑна пӗр черкке портвейн пар-ха! Уттар, уттар, теҫҫӗ сана!.. — Ара мана мӗн? Но! — О, ҫук, тусӑм! Ӑна хам та пӗлместӗп эпӗ. Филипа кӑларса ятӑм та вырӑн ҫине ӳкрӗм. Пӗлетӗр-и, манӑн эсир мӗн шухӑшланине питӗ пӗлес килет. Эх, ҫак ӑслӑ ҫынсем — мӗнле хӑрушӑ инкек! Вӑл сӑскипе шӑлан ҫырлин тӗксӗмрех хӗрлӗ ҫырлисене ҫаклатса илесшӗн пулчӗ те, унӑн тӗрексӗр сӑски йӗпсенчен ҫакланчӗ, вара вӑл урисемпе тапӑртатма, ятлаҫма пуҫларӗ: — Яр! Пӑрах пӑркаланма! — Ҫук, ҫывӑрать, — терӗ те вӑл каллех хӑй вырӑнне тавӑрӑнса ларчӗ. Мужик, пуҫне ухкаласа, тутлӑн кулса илнӗ, унтан куҫне хупса ҫӳллӗ нотӑсен чӗтревлӗ юхӑмне сывлӑша сапаласа янӑ: — Уй-рӑл-са кайма вӑхӑт ҫи-и-трӗ ма-а-н. — Синьора вӑратрӗҫ! Пӗтӗм ҫурт вӑранчӗ. Ку этем ӳт-пӗвӗ пулнине пӗлме ҫӑмӑл пулчӗ. Кондрат ассӑн сывласа илчӗ те хӑйӗн чӗринчи шухӑшне каласа пачӗ: — Ҫук, Нагульнов юлташ, халех партие кӗме совесть хушмасть мана… Айкига хӗпӗртенӗ те, вӑтаннӑ та. Киш хӑйне питӗ лӑпкӑн тытнӑ. Ну, старик йӗкӗтрен йӑлт вӑлтса пӗлчӗ. — Ну, юрӗ, мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр, — хӑрушӑ операци умӗнхи часть командирӗ пек сӑн-питне хаярлатса, пӗр пулӑшусӑррӑн саркаларӗ вӑл аллисене. Сквайра, матроссенчен пӗри ҫуралнӑ кун ҫитни ҫинчен пӗлни ҫеҫ кирлӗччӗ, вара ҫав сехетрех пуриншӗн те праҫник туса ирттеретчӗҫ. Палуба ҫинче яланах панулми пички ларатчӗ, кам хӑш вӑхӑтра аса илсен, ҫав вӑхӑтра ҫиме пултаратчӗ. Тӑшманӗ ун ыттисенчен уйрӑлнӑ «мессер» пулнӑ, вӑл хӑй те хӑйне валли тапӑнма майлӑрах тупӑш шыраса вӗҫнӗ пулас. Павка кунтан тухса каяс куна кӗтет, ӑна ҫав пысӑк та хуралса пӗтнӗ чул ҫурт хӑй патнелле туртать. — Эпӗ виҫӗ ҫул хушши пур ҫӗрте те ҫӳрерӗм, куртӑм эпӗ: ух, мӗн тери тарӑхса ҫитнӗ! Анчах хӑйсем кирлӗ мар еннелле тарӑхаҫҫӗ. «Эпӗ тин кӑна тӑтӑм-и? Эпир сана хуран пуҫлӑ ҫӗленсем тупса килсе парӑпӑр, эсӗ вӗсен хӳрисем ҫине тӳмесем ҫыхса хур, — хӑнкӑрма вырӑнне, ман шутпа, апла та юрать. Англи журналисчӗсем нимӗҫ столицинчен икӗ пӗлтерӳ пачӗҫ, ҫав пӗлтерӳсенче вӗсем союзниксен авиацийӗ бомбӑсем пӑрахса ишӗлтернисем ҫинчен тата кунта Монтгомери салтакӗсене тахҫантанпах кӗтни ҫинчен, темӗншӗн халӗ те ӗҫлекен нимӗҫ радиостанцийӗсем капитуляци ҫинчен ӑнланмалла мар темӗн мӑкӑртатса илеҫҫӗ те пытару маршӗ ҫине куҫаҫҫӗ, ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ Гитлер ҫинчен деклараци пама тытӑнаҫҫӗ. Ун пеккине вӑрманта курнӑччӗ пулас эпӗ. — Ӑҫта тарчӗ Петлюра? — кӑшкӑрса ячӗ китаец, пӑвӑнса ҫитнӗ сывлӑшне аран-аран ҫавӑрса илсе. Макӑрса ташлаҫҫӗ. Ҫак юмахри пек вырӑнта ирхи ытарайми илемпе савӑнса, ту сывлӑшне вӑл кӑкӑр тулли ҫӑтать, хӑй ҫара пуҫӑн. — Каталогра пурте мар. — Эсир ман урокра пулнишӗн эпӗ савӑнатӑп, — терӗ хӗр хӗрелерех. — Мӗншӗн турӑн эсӗ ҫакна? — Хутора чупса кай та, илсе кил ӑна! — Халӗ, манӑн хуҫамӑр, эсир, паллах, «закон юхӑнтарса хӑварни» мӗне пӗлтернине лайӑх ӑнлантӑр, — тесе вӗҫлерӗм эпӗ хамӑн калава. — Caramba! — терӗ вӑл, ҫырӑва хуҫлаткаласа хурса. — Эсир каятӑр, — пуҫларӗ вӑл сӑмахне, ачашшӑн куҫран пӑхса: — эпӗ сире тытса тӑмастӑп, анчах сирӗн кирек мӗн пулсан та паян каҫхине пирӗн пата килмелле: пирӗн сире ҫав тери тав тумалла, — тен, эсир шӑллӑма вилӗмрен хӑтартӑр — эпир сире тав тӑвасшӑн — анне тав тӑвасшӑн сире. Унпа юнашар Арто савӑнса вӗре-вӗре чупать. Уншӑн пулсан унпа кӗрешсе вилсен те пурпӗрех пулнӑ пулӗччӗ; анчах халь унӑн ҫак киревсӗр, виле пуҫланӑ чӗрчуна хӑйпе тӑрантарас килмест, ку шухӑш ӑна аяккалла сиресшӗн. Ольга кӑмӑллӑ тата хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткишӗн ытлашши вӑйлӑ пек туйӑнакан сассипе упӑшкине:— Наташӑна Ильяна гимназие вӗренме пама ӳкӗтлетӗп, анчах вӑл — хӑрать, — терӗ. Халь мӗн тӑвас ӗнтӗ? Кам тейӗр? Самогон юхакан пӗчӗк трубаран пӑс тапса тӑнине вӑл аякранах асӑрхарӗ. Вӑл тӑма хӑтланать те тӑраймасть, аллине тапратма хӑтланать — алли тапранмасть, ури те тапранмасть. «Кусем ӗнтӗ урӑх нихҫан та пулмӗҫ!» — кулянса каларӗ Сергей хӑйне хӑй. Вӗсем сӑмахланисене итлесе тӑрса Уҫӑп хушша кӗрсе каять, мӑшкӑласа та ҫынна ҫимелле калать: — Ытлашшийӗ — пур, акӑ ҫак сирӗн сӑмахӑрсем — вуҫех те ытлашши! Хама хам аран лӑплантартӑм. Кутӑруҫӑн ӑна кам та пулин курни пур-и? Ҫакна ҫеҫ асӑрхаттаратӑп: хӑй каласа панӑ тӑрӑх, ман хуҫа пӗтӗм ҫӗршывсенчи ехусен историне манран та ытларах пӗлет имӗш, ҫакӑ мана тӗлӗнтерсех ячӗ. Ҫынни ӗнтӗ каснӑ-лартнӑ чыссӑр чернил кӗленчи! Аттине тикӗтпе сӗрет, хӑлхи ҫине перо тумалли виҫӗ тӗк хӗстерсе янӑ, тӳминчен хӑю вӗҫҫӗн чернил кӗленчи ҫакнӑ; пӗрре ларсах вӑл тӑхӑр кукӑль ҫиме пултарнӑ, вуннӑмӗшне кӗсйине чикнӗ. Вӑл пӗр листа гербовӑй хут ҫине ҫырса тултарнӑ элеке ниепле ҫын та, ӳсӗрессипе апчӑхху тӑвассине ылмаштармасӑр вуласа тухма пултарайман. Юлташӗ лазутчик тата тӑлмачӑ, ҫавнашкалах ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ, анчах хӗрлӗ мар, хураскер, вӗтӗрти, шап-шурӑ шӑллӑ тата йӑлтӑртатса тӑракан хура куҫлӑскер. — Эпӗ кайса пӑхам-ха, — вара, симӗс туратсем витӗр хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, вӑл ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех пусрӗ те виноградӑн ешӗл тӗмисен тӳрӗ речӗсем хушшине кӗрсе кайса ҫухалчӗ. Ун ҫийӗнчи галунлӑ тумтирӗ вӑл аристократиллӗ ҫемьерен пулнине палӑртать; вӑл, хӑй ҫынпа калаҫма юратнине кӑтартас тесе, сӑмах хушрӗ: — Ӗненетӗр-и, сударь, йытти сакӑрвунӑ пус тӑмасть, тепӗр тесен, эпӗ уншӑн сакӑр пус та парас ҫук, графиня вара ӑна юратать, тупата туршӑн юратать, ку йытта шыраса тупакана ҫӗр тенкӗ тӳлет! Унӑн вӑййинче пӗр йӑнӑш пулчӗ: вӑл те хӑйӗн сӑмахӗсене, те Евгений Онегин сӑмахӗсене калать, — ҫакна вара ниепле те ӑнланма май килмерӗ. Кун пек юнлӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн парӑннисен вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ. Гэнтер хӑйӗн бойници патӗнче нимӗн пӗлми выртать. — Чӑнах та-ҫке… — Ну, юрӗ, Сискуаньяр пултӑр эппин, — килӗшрӗ сержант. Ку шӑпах — М.С.Лось инженер. Нихҫан та памастпӑр! Ҫap ҫынни кусене курсанах ывӑннӑ куҫӗсене чарса пӑрахнӑччӗ, анчах тутар хӗрарӑмӗ ӑна пӗр сӑмах каларӗ те, вӑл вара куҫӗсемпе каллех кӗлӗ кӗнекин уҫса хунӑ страницисем ҫинелле тинкерчӗ. Тӗрӗслӗхшӗн тӑракансене, ҫветтуйсене те нумай курнӑ та, ҫылӑхлисен вара шучӗ те ҫук пулӗ… Вӗсем, шуйттансем, пуленкке ӑшне тар тултарнӑ. Чӑнах та питӗ ҫӑмӑллӑн тапрӗ ун чӗри; ҫуллахи хӗвел ҫутинче чечек ҫумне ларнӑ лӗпӗш ҫуначӗсене ҫавӑн пек ҫӑмӑл вылятать. Вӑрман калама та ҫук хӑвӑрт ҫывхарса пырать, вӑл талккишӗпе сарса пӑрахнӑ, темле юхса тӑракан симӗс шӑналӑк пек курӑнать. Мальдонадӑна ҫитсен эп унта Лаггнегга каякан пӗр карап та тӗл пулмарӑм. Портра мана ҫак утрав ҫине каякан карап тепӗр уйӑхсӑр пулас ҫукки ҫинчен каласа пачӗҫ. Ирӗксӗрех кӗтмелле пулчӗ. — Тӗлӗнмелле ыйту паратӑр эсир, лейтенант Генкок, — тесе ответленӗ пехотинец. Игнат, именсе, тулхӑрнӑ пек туса илчӗ. Унтан Шульгович сасартӑк шӑпланчӗ; такамӑн чӗтӗрекен, йӑлӑнса тархаслакан сасси илтӗнчӗ, вара сасартӑк Ромашов, самантлӑх пауза хыҫҫӑн, хӑратса-хытарса яракан мӑнкӑмӑллӑхпа, тарӑхупа та йӗрӗнчӗклӗхпе каланӑ сӑмахсене, юлашки сӗм таранчченех, яр-уҫҫӑн, ҫав тери уҫҫӑн илтсе юлчӗ: — Мӗн куҫран тӗкетӗр эсир мана? Ачасем? — Эпӗ унта мӗн тума кӗрсе кайӑп-ха ара? — ыйтрӗ вӑл. — Ку тӑвӑн ячӗ пулсан та, — терӗ вӑл юлашкинчен, — кунта вӗрирех, вулканӗ халӗ те шартлатса сике-сике тухать. Ку енӗпе пӗлӗвӗсем те ҫавнашкал кӑна пулнӑ та, пуринчен ытла диагноз лартма май килменни хуплатчӗ мана, мӗншӗн тесен ман пациентсен чирӗсен палӑрӑвӗ пурин те яланах пӗр евӗрлӗччӗ: «шалта ыратать» е «ни ҫиме, ни ӗҫме памасть». Хунарне Гусев ҫапӑҫнӑ чухне ҫухатса хӑварчӗ. Пит те кирлӗ эсир мана! Алӑк хыҫӗнче такам кӑштӑртатрӗ, ӳсӗрчӗ, унта тимӗр кӗмсӗртетрӗ! — Ун пек пулмалла мар-ҫке. Хуҫӑк ҫунатлӑ аманнӑ самолёт Алексей пуҫӗ ҫийӗпех вӗҫсе иртрӗ те ҫӗр ҫумнелле анса пычӗ. Воропаев ҫавӑнтах, пӗр шухӑшламасӑрах, ӑна «Ӑмӑрткайӑк пикӗ» ят пачӗ, — чӑнахах та, чул ҫыран ту ӑмӑрткайӑкӗсен юмахри йӑви пек курӑнса тӑрать. Ҫакӑ эпӗ тӑшман флотне кӗтмен ҫӗртен сасартӑк ҫавӑрса илме план туни енчен пит аван пулчӗ те, вара мана тӑшмансем ан асӑрхаччӑр тесе пролив хӗррине тухса курӑнас мар тесе тӑрӑшрӑм. Ҫавӑнпа вӑл ҫыран хӗррине ҫав тери кирлӗ самантсенче ҫеҫ тухрӗ, кашнинче Геркулеса, хӑрушлӑх ҫывхарнине сиссен, вӑл таврӑнасса кӗтмесӗрех ҫырантан уйрӑлса кайма сӑмах партарчӗ. Тӑна кӗрсен, эпӗ ӗнтӗ хамӑн положени ҫинчен шухӑшласа илме пултартӑм. Вӑл чылаях илемсӗр, тӗксӗмрех сӑнлӑ, анчах питех те чӗрӗ пит-куҫлӑскер. Халӗ, ҫӗрле, хӑнӑхнӑ сасӑсем, работницӑсен савӑнӑҫлӑ е хурлӑхлӑ юррисем, фабрикӑри тӗрлӗ сасӑсемпе шавсем, вӑл вӗлле хурчӗсем пек кӗрлени илтӗнмеллерех пулнӑ, мӗншӗн тесен ҫав татти-сыпписӗр, васкавлӑн кӗрлекен сасӑ сывлӑшра кун каҫичченех хумханнӑ, вӑл сасӑ пӳлӗмсенче янӑранӑ, йывӑҫ ҫулҫисем хушшинче чӑштӑртатнӑ, чӳрече кантӑкӗсене те ачашшӑн пырса сӗртӗннӗ; ӗҫ шавӗ, хӑйне итлеттерсе, шухӑшлама кансӗрленӗ. Хӑйӗн хыҫӗнче ҫурма ункӑн тӑракан салтаксенчен пӗрин ҫине, Гусев ҫине, хӑйӗн ҫине, Лось ҫине тӗллесе кӑтартрӗ: — Шохо. Ҫак кухнярах апат та ҫиеҫҫӗ. — Берсенев вӑл пирӗн нотариус, анчах эпӗ мӗнле балерина, вӑл та ҫавӑн майлах нотариус. Пӗр сӑмах юлмиччен каласа пар, Вениаминович. Вӑл кӑшт кулса илчӗ, темскер калама тӑчӗ, анчах хаш сывласа илсе, мана алӑран ямасӑр нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗ. Вӑл Мирон яланхи пек мар сӳтӗк пулнине, пӑшӑрханнине асӑрхарӗ, ку вара Якова пуринчен те ытларах пӑлхатрӗ. Вӑл вӑрҫӑ пуласса сисет те уншӑн хавасланать. Вӑл пӑшӑрханнине кура хӑраса ӳкнӗ анне ун умӗнче макӑрма та хӑяйман. Ҫын сӑмаххи тӗрӗс марри ҫинчен каласа парса, ӑна йӑпатма тӑрӑшнӑ вӑл. Пире илсе тухрӗҫ. Вӗҫӗ Тата икӗ кунтан, июлӗн 20-мӗшӗнче, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем Конго вӑрринчи Эмбомӑна каякан каравана тӗл пулчӗҫ. — Ара, мӗнле курас-ха ман сан арӑмна? — Лайӑхрах пӑх! — кӑшкӑрса ярас пек каларӗ Яхно. Авари мӗн пулас пулсан киле калле таврӑнма тесе, вӗсем хӑйсемпе пӗрле тӗлӗнмелле йытӑсем, сакӑр вунӑ йытӑ илсе кайнӑ. Джули курас пулсан ӑна: ку вӑл шурса кайнӑ питлӗ, илемсӗр сӑмсаллӑ кӗскерех кивӗ кӗпе тӑхӑннӑ хӗрача ҫеҫ тенӗ пулӗччӗ. — «Ӑна полковник Гастон тесе чӗнеҫҫӗ». Хӗрӗ чӑтаймасӑр кулса ячӗ. Пирӗн ҫул тӳрем пынӑ пирки ҫилленнӗ пичче аран чӑтса пычӗ. Сана аякран курасси те, санӑн аллуна перӗнесси те маншӑн темӗн пек пахаччӗ. Вырӑнӗсем ют — хамӑр патри мар… Кирек мӗнле пулсан та, 18… ҫулта, февралӗн 9-мӗш кунӗнче, Дубровский хула полицийӗнчен поручик Дубровскийпе генерал-аншеф Троекуров хушшинчи тавлашуллӑ имени пирки йышӑннӑ решенине итлеме тата хӑй унпа килӗшни-килӗшменни ҫинчен алӑ пусма хӑйне земски судья патне пыма чӗнекен хут илет. — Вӑл ҫак шухӑшсемпе ҫывӑрма выртрӗ, анчах, — ку вӑл йӑлтах иртсе кайӗ те каллех ӗлӗкхи кивӗ пурнӑҫ патне таврӑнӑп, — тесе шутларӗ. — Эпӗ кунта! — ҫаннинчен туртрӗ вӑл Емельяна. Ҫумӑр тата ҫӑрарах, сивӗрех ҫума пуҫларӗ, ҫил вӑйланчӗ, кипке аркисене пуҫсем ҫинеллех ывӑтса, хырӑмсене ҫаратса, ҫурса пӑрахас пек турткаларӗ. Анчах Иван Иваныч вырӑнтан та хускалман тата куҫӗсене те уҫман. Анчах пире ҫав шывран гранит стена пӳлсе уйӑрать. — Caramba! — терӗ Эль-Койот, хӑйӗн тростник кровачӗ ҫинчен сиксе тӑрса. Вӑл пӑрӑнса каяйрӗ ҫеҫ, Раиса ҫавӑнтах юри тунӑ туйӑмлӑхне хута та ячӗ: — Ҫак тап-таса, тӗнчере ҫук лайӑх ҫынна улталанӑ-ҫке эпӗ!.. — Пӗтӗм пурнӑҫ телейне? Мӗнле? Ҫывӑхри пысӑк станцири депора ӗҫлекенсем хушшинче пӑтрану пуҫланса кайнӑ. — Авӑ епле вӑл, мошенник! — тесе кӑшкӑрса илчӗ комендантша. Штурвал умне ватӑ Том юлчӗ. — Эсир Италире пулнӑ-и? — терӗ хӗрарӑм, ниҫта пӑхма ҫукран лорнетне ун ҫине куҫарса. Мана акӑ мӗн тӗлӗнтерет: вӗсем пур тӗрлӗ наукӑсене питӗ тӗплӗн вӗреннӗ, теҫҫӗ, анчах чӑн-чӑн ӗҫе ӑнланаймаҫҫӗ, хӑйсене мӗн усӑ парассине те туймаҫҫӗ: хӑйсен крепостной ҫынниех, приказчик, вӗсене хӑш еннелле хусас тет, ҫав еннелле авкалать. Калаҫӑва Лозневой хутшӑнчӗ: — Итле-ха, Костя, мӗн эсӗ кунта, ҫарта-им? — Пур ҫӗрте те пӗлни кирлӗ, — тавӑрчӗ вӑл. Вӑл хӑшӗ алла кӗнӗ пеккине яра-яра тытать, кастарнисемпе кастарман такасене, путек сурӑхсене суйлать, пӗрерӗн-пӗрерӗн ӑшӑ картаналла тӗртсе кӑларса ярать. Шыв юхӑмне пӑхӑнса, «Испаньола» майӗпен хӑйӗн тавра ҫаврӑнса илчӗ. Кимӗ пӗтӗм тӗнчерен татӑлнӑ та кунта пытанса ларнӑ, тейӗн. Ма ҫыннӑн пустуй пӗтмелле-ха? — тетӗп, — ҫук, — тетӗп, — вӑл ун пек ҫын мар, вӑл большевиксене тата вӗсен влаҫне хирӗҫ пырать, тетӗп. Кашни кунах караван кӑвак ҫутӑлла ҫула тухать, кӑнтӑрла ҫеҫ пӗр сехете канма чарӑнать. Санин нихҫан та Джемма пӳлӗмӗнче пулман. Пуҫ ҫаврӑнать. 5. Ҫуркуннепе кӗркунне барометр юпи хӑвӑрт анни ҫиллӗ ҫанталӑк пуласса пӗлтерет. — Эсӗ ху пысӑк паркра тесе шутласа ил. Анчах сирӗн куҫӑрсем умне янкӑр тӑрӑ тӳпе, ялкӑшса тӑракан хӗвел, илемлӗ хула, уҫах тӑракан чиркӳ, тӗрлӗ еннелле каякан ҫар ҫыннисем курӑнса каяҫҫӗ те, эсир вара каллех лӑпланса ҫитетӗр, ытлашши шухӑшлами пулатӑр, пӗчӗк ӗҫсен тыткӑнне лекетӗр те ҫак самантри пурнӑҫпа ҫеҫ интересленме пуҫлатӑр. Тухса тарас? Мӗскӗн ҫав тери шухӑша кайнипе ҫилленме те маннӑ: вӑл мӗнпур вӑй-халӗпе пӗр пӑнчӑ ҫине пӑхса тӑнӑ; ҫав вӑй-халӑн яланхи ҫулӗ те питӗрӗнсе ларнипе пичченӗн пуҫӗ ҫурӑлса каясран хӑрама та сӑлтав пур. Ача вӗҫерӗнме тӑрӑшать. Троекуровпа хирӗҫесси уншӑн тата ҫӗнӗ инкексем пуласса палӑртса тӑнӑ. — Вӑл кунта ҫук ӗнтӗ. Доктор патӗнчен — Огарнов патне, лешӗ ҫӗрлеренпех ҫывӑрма выртман иккен. Элеклет-элеклет те ун ҫинченех мана каласа парать. — Лашасемпе сут тӑвакан! — тесе хучӗ Кроссман. Пурӑнмалли вырӑн-им? Сан ҫинче хаклӑ хитон, пӗр тӑхи те унӑн ман пиччесем Адонирама, патшан хырҫӑ пухавҫине, хамӑр иҫӗм пахчишӗн ҫулталӑкра паракан тӳлев хакӗ чухлӗ. Ривареса Равенна хулине куҫарасран эпӗ пуринчен ытла хӑратӑп. Паллах, эпӗ ӗнтӗ кӑштах шанма та пултарнӑ… Анчах ӑна пирӗн килте хаклама пӗлмеҫҫӗ… — Ӑҫта каймасть, тенӗ ӗнтӗ вӑл, — ӑна пӳлсе калаҫма пуҫларӗ Шубин: — хуньӑм-и вӑл, ҫук-и, — ӑна пурнӑҫ кӑтартӗ-ха, ҫӗр тенкӗ укҫа вара — взятка илмен ҫынна лайӑх. Телеграфист темиҫе самант хушши хут татӑкӗ ҫине пӑхса тӑчӗ, вӑтӑр икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл пӗрремӗш хут хӑй ҫырнине ӗненмерӗ. — Кхм, — мӑкӑртатрӗ Шубин. — Суккӑр ачана эсир пачах хӗнеменни вӑл пит аван, — терӗ вӑл, темӗнле мӑн ҫын ачана ырласа каланӑ евӗрлӗ сасӑпа. — Ҫук, ку генералӑн мар… — тесе юсарӗ городовой тарӑн шухӑшлӑн. — Генералӑн кун йышшисем ҫук. Вӑл халь ҫеҫ ӑнланса илчӗ ӑна. — Тӗрӗс, ман паттӑр патагонец, — терӗ ӑна географ, — ку ҫул Мендосӑран Кармена каять. Эпӗ ҫынсем ҫинчен калатӑп, — вырӑс ҫынни вӑл ытти ҫӗршыв ҫыннишӗн яланах ӑнланмалла мар пулнӑ. Юхтарсан пӗртак ӗҫсе пӑхӑпӑр. Ашшӗ хӑйне хӑлхинчен турткаласа, ӑшӗнче кулкаласа шухӑшланӑ: «Паулӑна кӑтартасчӗ сана, ухмах…». Саша, унӑн хыҫӗнче тӑрса, хулпуҫҫи урлӑ пӗчӗк старике лӑпкӑн ҫеҫ сӑнанӑ. Старик пуҫӗ Фоман янахӗнчен те аяларах пулнӑ. — Юрать, — терӗ Гусев, — эх, пӗтӗм йӗркесӗрлӗх — вӗсенчен, шӑна тапса сиктертӗрех вӗсене. Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл малалла, шухӑша кайса, — ун пек ҫынсем сахал ҫав пирен ялта. «Ҫук, — терӗм эпӗ, — манӑн аппа тимӗр-бетон ӗҫне вӗренет». Темиҫе минутран, причак ҫитерсе ыйтнӑ чухне, индеец каллех нимӗн пӑшӑрханмасӑр-тумасӑрах хӑй мӗн каланине тепӗр хут каласа пачӗ. Ачасем вара, ӑна ҫапах та пӗлӗт ҫинчен аҫа ҫапманнине кура, Джо шуйттана сутӑннине ӗненмеллипех ӗненчӗҫ. Карап кокӗн ячӗ, яланхи пекех, хӑйӗн ӗҫне турӗ, Негоро ҫывӑхри тӗм хыҫне пытанса ларнӑ пек, Динго унталла ыткӑнчӗ. Полк врачӗ, ача пек ҫине тӑрса, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапать, аманнӑ Голышева:— Режим тени — вӑл эсир шутлани мар, Климентий Павлович, вӑл тӑватӑ хутчен апат ҫини, епле пулсан та сахалтарах табак туртни, вӑл… — текелет. Тен, пулса иртнӗ хыҫҫӑнхисем пуласси умӗнхи минутсене кайран ҫавӑн пек тӗксӗм сӑн ҫаптарчӗҫ пулӗ. Хӑмсарса янӑ аллинче граната ҫыххи тытса, Юргин танк ҫулне пӳлмелле темиҫе метр хушши чупрӗ те, пӗтӗм пӗвӗпе ыткӑнса илсе, граната ҫыххине вӑркӑнтарса ячӗ, ӑҫталла ывӑтнине курмасӑрах ывӑтрӗ, хӑй вара, вӑйран сулӑннӑ пек, типӗ курӑк ӑшне тӗршӗнчӗ. Давыдов, вӑхӑтлӑха ячейка секретарӗн ӗҫӗсене туса пынӑскер, ӗҫсене Макара каялла панӑ чухне, унран ҫапла ыйтрӗ: — Вӗрентӗн-и ӗнтӗ? Зинаида пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткалать, ман ҫине пӑхмассерен хӑвӑрт кулса илет — анчах унӑн шухӑшӗсем аякра иккенне эпӗ уҫҫӑнах куртӑм… Ҫил те лӑпланчӗ. Кольхаун тӳрех ӑнланса илнӗ: Луиза тухни кимӗ ҫинчи ҫын ҫывхарса килнипе темле ҫыхӑнса тӑрать иккен. Кам пӗтернӗ? Левко хут таткине чун-чӗререн чӗтресе ҫав тери пӑлханса ярса илчӗ те… вӑранса кайрӗ. Халь юратать, кӑшт аяккарах пӑрӑнатӑн ҫеҫ — юратма та пӑрахнӑ. «Господа! шуйттан вӗт ку! — терӗ вӑл малалла. Хам ӗлӗк мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех юлнӑн туйӑнать… Ватӑлӑх вара — акӑ вӑл… акӑ вӑл! Вӑхӑтӑн ытларах пайне казак кордонсенче, походсенче, сунарта е пулӑ тытса ирттерет. — Пӗр пӑнчӑ та ан пултӑр, — пӑшӑлтатаҫҫӗ Павелӑн тутисем. Ӳсӗр те сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ хӗрарӑм, матроспа пӗрле калинккерен тухнӑ май, ун ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Анчах самаях ҫулланнӑ пулсан та, ӑна килтен пӗччен кӑларса яни тӗрӗсех пулман пулӗччӗ. Ҫакса вӗлерме илсе кайнӑ чухне, мана ириска ӗмме ирӗк парӗҫ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Эсӗ ӑна пурӗпӗр хӑвӑн хуйхупа чӗртес ҫук, сан хуйху-суйху кирлӗ мар ӗнтӗ ӑна, ҫырура та каланӑ: «Чунӗ ӳтрен уйрӑлса кайсассӑн, вӑл мӗнпур хурӑнташ-пӗлӗшсене манать», — тесе… Апла пулсан, халь уншӑн эс нимӗн те мар, хӑть йӗр, хать кул… Анчах вӑл питӗ тимсӗлсе, ҫамрӑкла хавалпа итлеме тытӑнчӗ те, вара эпӗ кӗскен пӗлтерес вырӑнне, алӑпа сулкаласах калама пикентӗм, хайхискер ӗҫ мӗнле пулнӑ пекех пулса тухрӗ ман калавӑм. Ҫак сӑмахсене вӑл, ҫӗнӗ ҫул уншӑн савӑнӑҫлӑ шанчӑк мар, татах та пысӑкрах нуша илсе килес пек, темле, хурланса, кулянса каларӗ. Мужик тилхепине турткаласа илчӗ. — Сывӑ пулӑр! Наталья, эпӗ санпа хаяр пултӑм, ҫапах вӑл нимех те мар. Вавжон ир тытӑнса каҫчен вӑрман касать, ҫурт лартма пӗрене чутлать, Марыся кӗпе ҫӑвать, кӑвайт чӗртсе апат пӗҫерет, анчах мӗнле ывӑнать пулин те, яланах уҫӑ сывлӑшра ӗҫленипе, Нью-Йоркра нушаланса пурӑннӑ чух чире кайса начарланнӑ сӑн-пичӗ унӑн лайӑхлана пуҫларӗ. Ҫырса тултарнӑ хут листине хӑйӗн шӑнӑрлӑ, сарлака алтупанӗпе витсе хучӗ те пысӑк ҫамкаллӑ пуҫне алӑк еннелле ҫавӑрчӗ. Иртсе каять пӑравус. Тупӑ башнисем шуса иртеҫҫӗ. Вӗсем юнашар пыраҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшне те ярса пусрӑм. Мухтав турра, турра мухтав, — хушрӗ вӑл васкаварлӑн, — тепӗр кун-и, нумай пулсан иккӗ-и, манӑн вара Катьӑна шӑтӑка пытарасси кӑна юлатчӗ. — Мӗн? «Юрӗ, вулӑр! Акӑ, пырса кӗретӗп те ун патне… Вӑл мана епле хӑна туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пама пултаратӑп-ха сире. Ҫи витти шӑлӗсем витӗр тӗлӗнмеллерех мӗлке шӗвӗр вӗҫӗпе кӑнтарӑнса тӑрать. Слесарь хӗрсе кайсах калаҫма пуҫларӗ: — Ак ҫакӑнтан ӗнтӗ пуҫланать те лешӗ, «анчах» текенни. Пӗр талӑк хушшинче Ромашов хула юмахӗ те кун паттӑрӗ пулса тӑчӗ. Пуҫӗпе сула-сула, вӑл пӗр намӑс сӑмах хыҫҫӑн тепӗр намӑс сӑмах каларӗ, типӗ, вӗри сасӑпа нӑшӑклатрӗ, унтан, шӑп пулса ларса, сӑх-сӑхма тытӑнчӗ. Мӗншӗн кунта пурӑнмалла? Камсем вӗсем ҫак казаксем? Хӑйсем патӗнче салтаксем тӑни вӗсен кӑмӑлне каять-и? Вӗсем хирӗҫ-и, хирӗҫ мар-и? Кун ҫинчен шухӑш та ҫук. — Каттӑршнӑй! — хулӑн сасӑпа йӗрес пек кӑшкӑрса ячӗ вӑл — Мӗншӗн вӗлертӗн эс хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен ҫурине? — Ӑҫта унта! — Павлов доктор. Пупӑн пичӗ кӑвакарса кайрӗ. — «А! Халӑх ҫӑмӑллӑн сывлӑш ҫавӑрса ячӗ. Эпӗ усӑ курма пултаракан комодӑн ещӗкӗсенчен пӗринче туса пӗтереймен хура свастикӑллӑ пӗчӗк ялавсем купаланса выртаҫҫӗ. Авӑ унта, чиркӳ патӗнче, ман аннене пытарнӑ… — Ҫамрӑк-кӗрӗм, ашкӑнаҫҫӗ, — терӗ Анна Васильевна Увар Ивановича хаваслӑн. Пӗр кӗтессе кӗрсе ларнӑ та вӑл, ним шарламасӑр, лӑпкӑн ларать, кулмалли тупӑнсан кулать, пӗр-пӗр япала ҫинчен манса кайсан, аса илтерет, эрех илсе килсе пама хушать, офицерсене пурне те пирус туса парать. — Вӑл Корытова та хӑй патӗнче замра ӗҫлеме ӳкӗтлесе ҫавӑрнӑ, имӗш. Тава-ай! Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл ман ӳт-тирӗм мӗнле пулнипе мар, эпӗ ӑс-тӑнлӑ шухӑшлама пултарнипе тата вӗсен чӗлхипе калаҫма пӗлнипе ытларах интересленнӗ. Вӑл чупса ҫитнӗ ҫӗре хайхи хӗрача качакине мӑйракинчен ярса та тытнӑ, пашкаса кӑна тӑрать. Кӑнтӑрла вӑл витери ӗҫӗсене тирпейлет, лашасене шӑварса килет, вӗсене кӳлсе «пание» е Макҫӑма лартса ҫӳрет. — Тьфу, чорт! — мӑкӑртатса илчӗ Олейник. Вӑл мӗнле вӗрентнине чӑннипе каласа та парас ҫук. — Паллашма ирӗк парӑр, — пуҫларӗ вӑл пуҫне тайса ҫепӗҫ сасӑпа: — Аркадий Николаевич тусӗ пулатӑп, лӑпкӑ ҫын. — Эпӗ те илемлетнӗ пулӑттӑм, — шухӑшларӗ Наталья. Ҫавӑнтан вара эпир тавлӑк хушши ҫӑвӑнтӑмӑр, шлюпкӑна та ҫуса тасатрӑмӑр, тасалнӑ чух вара регланӑн аяккинчи тӳмеленӗ кӗсйинче те эпӗ кайӑк тислӗкӗ тупрӑм. Ну, пӗр улпут майри ытлашширех пулӗ, майлӑ мар? Анчах ыратни ӳссех пынӑ. Ӑна ӗнтӗ ниепле те тӳсме пулман. Юлашкинчен, пирӗн рабочисен класӗпе хресченсен класӗ пӗтнӗ те-им вара? Сывлӑх сунатӑп, хаклӑ Жоржик. Ҫапла вара, ҫак каҫхине малтан эрех ӗҫесси, кайран — шурӑ ҫынна асаплантарасси! Йытӑ хаяррӑн вӗрме пуҫларӗ. — Ялавӗсене сарса янӑ полксенчен те хаяртарах сан илемӳ, о Суламифь! — Ӗҫе хӑнӑхнӑ сывлӑхлӑ тӑватӑ негр шалти вырӑнсенчен илсе килекен чӗрчунсем пек мар. Халӗ ӗнтӗ тепӗр предложени ҫырӑр… — Бричка пур. — Ҫук… Эпӗ кӑна пӗлместӗп. Хавасланса калаҫнӑ май окопсенче каллех ӗҫ пуҫланса кайрӗ. Пуртӑ тытнӑ негрсем чӑтлӑх витӗр ҫул тума вӗсене касса пыраҫҫӗ, анчах малта йывӑҫсене ҫӗртен пуҫласа тӑррине ҫитиччен явса илнӗ лианӑсен вӗҫӗ-хӗрри те курӑнмасть. Хальхинче кӗтмерӗм эпӗ. Эсир пирӗн башньӑн стени ҫумне мина хурса стенан пӗр пайне ҫӗмӗрме пултартӑр. Вӑл шӑтӑк пысӑк мар пулсан та, ун ҫийӗнче унчченхи пекех ҫирӗп башня пулсан та, эсир шала кӗме пултаратӑр. — Паллах, сывӑ. Пирӗн ракетӑллӑ карап шавлама тытӑнчӗ: карап хӑй те чӗтреннӗ пек пулать, сасӑ пирӗн ура айӗнчех илтӗне-илтӗне каять. Эсӗ хӑвна ответлӑ работник тесе шутлатӑн, эпӗ — хама. Пурте, ӑна урӑличчен питӗрсе лартас тесе, лаши ҫинчен антарма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ — вӑл Шерборна вӑрҫа-вӑрҫа урам тӑрӑх юланутпа сиктерсе ҫӳрерӗ. Нимӗн те пӗлместӗр эсир. Пушар пуҫланнине курсан, лагерь пӗтӗмӗшпех унта чупса ҫитрӗ. Апатланмалли пӳлӗмре ҫутӑ, таса, кӑмӑллӑ, унти ӑшӑ сывлӑш тутлӑ апатсен шӑршисемпе тулнӑ. Ваихити-Рэнджӑн хӗвелтухӑҫ енчи вашмӑк тайлӑмӗпе пӗр ҫекунд та чарӑнса тӑмасӑр отряд пӗр сассӑр малалла куҫса пырать. Саплӑклӑ вӑрӑм сюртук тӑхӑннӑ, хӑранипе вилнӗ ҫын пек шуралса кайнӑ ҫӗлӗксӗр мӗнсӗр еврей, аллисене ҫапкалантарса, сывлӑшне ҫавӑраймасӑр чупать. Лодка ҫинчен сиксе аннӑ чухне вӗсем урисене йӗпетрӗҫ те, Оля пушмаксене хывма сӗнчӗ. Ох, усал ҫанталӑк пирки пулчӗ пулас ку. Ривареса койка ҫумне ҫыхса хунӑ, ҫаплах юлтӑр вӑл. Хӑямат хушамачӗсем, ниепле те аса илме ҫук! Усал сӑмах илтеймӗн, суймастӑп — таса турӑшсем умӗнче калатӑп. — Чимӗр, ан васкӑр. — Кам йышшисене яраҫҫӗ, сан шутпа? Чӗри унӑн хытӑ тапатчӗ, аллисем пӑр пек сивӗччӗ. Ну, п-паллах, ҫук ӗнтӗ. Пуп таврашӗ тенисем кулӑшла япаласене юратмаҫҫӗ. Эсир пурне те чӗре патне пит ҫывӑх илетӗр. — Матроссем тата? Вӑл, инҫете-инҫете, пӗлмен ҫӗршывсене тинӗссем урлӑ кайса, тӑван ҫӗршыва нихҫан, та таврӑнмасан, мӗн пулӗччӗ-ши? — Ҫавӑн пек килсе тухрӗ пулсан, мӗн тӑвӑн? Тусем ҫинчи пӑрлӑхсем енчен ҫапла час-часах пуҫланса урсах вӗрекен ҫиле Исланди чӗлхипе «mistour» теҫҫӗ. Часах тепӗр ҫӑмламас ҫӗлӗклӗ пуҫ курӑнчӗ. Ҫав критиксен ушкӑнӗ Конституци проектне нимӗн шарламасӑр ирттерсе янинчен ырӑраххи пулмӗ тесе шутларӗ, проект пулман пек, ҫутҫанталӑкра вӑл-ку ҫук пек хӑтланма пӑхрӗ. Осип Михайлович Степан ҫине темле, куҫхаршийӗсене хӑпартарах, ӗненмесӗртерех пӑхрӗ. Вӑл пӗр хӗрӗх ҫулсене ҫитнӗ ҫын, унӑн хулӑм туталлӑ, хура уссиллӗ хӗрлӗ сӑнӗ хӑранӑ пек, пӑлханнӑ пек курӑнать, хӑй ҫаврака пуҫӗ ҫинчи кӑвак шӑртне хыттӑн сӑтӑрса, урӑлнӑҫемӗн урӑлса калаҫма пуҫларӗ. Тен, вӑл, ҫак сӗм-тӗттӗмре аташса кайса, кӑлӑхах ҫӗр хӑвӑлӗ патне таврӑнма ҫул шырать? Каярах юлса ҫеҫке сарнӑ гранат йывӑҫӗн турачӗсем пальмӑсемпе папортниксем хушшинчи тӑвӑр вырӑнсем тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ. Иккӗмӗш — урӑххи, унпа эпӗ мухтаннӑ: ыттисем авланнӑ чухнех малашне те, унчченхи пекех, темиҫе хӗрарӑмпа пурӑнма пӑрахмастӑп тесе авланнӑ, эпӗ вара авлансан урӑх нимӗнле хӗрарӑм патне те каймастӑп тесе ҫирӗп шухӑшласа хунӑ, ҫакӑншӑн хам тӗллӗн чӑтма ҫук савӑнса мухтаннӑ. Старик малалла сулӑнчӗ, калаҫма пуҫларӗ. — Сывлӑх сунатӑп, — терӗ вӑл, аллипе хӑйӗн кӑвакарнӑ ҫӳҫне тӳрлетсе. Ну, халех теместӗп, хӑҫан та пулин кайран… Кӑшт уксахлать ҫеҫ, ун ҫинчен калаҫмалли те ҫук. Темиҫе ҫеккунт хушши шӑп пулчӗ. Ромашов ун ҫине курайманлӑхпа тӳп-тӳррӗн пӑхрӗ те:— Енчен эсир салтаксене хӗнетӗр пулсан, эпӗ сирӗн пирки полк командирне рапорт паратӑп, — терӗ, пӑшӑлтатнӑ пек, шӑппӑн. Ӑҫта-хӑ вӗсем?» — тет. — Пирӗн ушкӑнра пынӑ чух мӗншӗн сире ҫавнашкал салху япаласем аса килеҫҫӗ? — хаваслан кулса ячӗ Эвелина. — Ӑна Паганель каласа парӗ, — терӗ Гленарван. Эпӗ каятӑп. Сасартӑк пӗр лаши Санин ҫурӑмӗ хыҫӗнче чӗтренсе илчӗ: Санин хӑй те ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таранах чӗтресе кайрӗ. Ҫавсенчен пуринчен те Оленин хорунжи хваттершӗн уйӑхне ултӑ тенкӗ кӗмӗлпе илме шутлани ҫинчен аран-аран ӑнланса илме пултарчӗ. Вӑл хӑйӗн опекунне ыталаса илчӗ, анчах хӑйӗн ачаш тутисемпе ман питҫӑмартине сӗртӗнсен куҫҫулӗсене чараймарӗ. Кӗскен каласан, акӑ мӗн: шӑплан, мана ан чӑрмантар, вула та культурӑллӑ старик пул. Ҫапах та Петр дворник хайне мунчара кӑтартнӑ пек ухмах пулнине ӗненмерӗ. — Эсӗ акӑ тӳп-тӳррӗн тӑсӑлса тӑмалла та ним чӗнмесӗр хытмалла». Ҫырма леш енче ҫӳллӗ чӑнкӑ сӑртсем пур, вӗсене туран шарласа анакан вӑйлӑ шывсем ҫийӗнтерсе чавса пӗтернӗ. Эпир Печоринпа ҫапла хисеплӗ кӗрекере лараттӑмӑр, акӑ хӑйхи ун патне хуҫан вун ултӑ ҫулхи кӗҫӗн хӗрӗ пырса тӑчӗ те, мӗнле калас иккен?.. ну, комплимент пекскерне ӑна юрласа пачӗ. Фома, Щуров ҫине пӑхса, тӗлӗнсе кайса ларнӑ. Граждан вӑрҫинче паллӑ ӗҫсем пулнӑ хыҫҫӑн темиҫе эрне иртрӗ. Пичӗ ҫинче тӗлӗнни, темӗн ыйтни палӑрать тата васкавлӑ мӗлке евӗр темле хӑйне уйрӑм хавхалану шуса иртнӗн туйӑнать. — Кала-ха, кала-ха… — пӑшӑлтатрӗ хӗр, йӑлтах аптраса ӳксе. Официантсем хутран-ситрен хӑйсен гимнази мундирӗ тӑхӑннӑ ывӑлӗсене, ҫителӗклӗ пурӑнӑҫран самӑрланса кайнӑ арӑмӗсене ерте-ерте килеҫҫӗ. Пуп ҫуртне Берездоври парти комитечӗ вырнаҫрӗ. Давыдов ҫамкине аллипе сӑтӑрса илчӗ: — Кум пулатӑп, сан арӑмун пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулса иртнишӗн тем пекех савӑнатӑп. — Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. Ҫавӑн пек пулӗ тесе ӗмӗтленсе тӑратӑп, — тенӗ Генкок. Соденра питӗ чаплӑ паркпа тӗрлӗрен «виртшафтсем» пур, кунта вара ҫӳллӗ ҫӑкасемпе вӗренесен сулхӑнӗнче сӑрапа кофе ӗҫме пулать; ҫавӑнпа Франкфурт ҫыннисем унта пуринчен ытларах канса, савӑнса ҫӳреме каяҫҫӗ. Монтанелли пуҫне тайрӗ те Пӑванӑн чӑлах аллине чуптурӗ. Тепри те ун ҫине пӑхрӗ, — вӑл пӗрремӗшӗнчен ҫамрӑкрах, хура сайра сухаллӑ, хуратутлӑ, ырхан питлӗскер. Каварӗ ҫавӑн пек. Лакей ликер илсе пырса парсан, Артамонов унран:— Эс салтак-и? — тесе ыйтрӗ. — Пӗлетӗп! — улшӑннӑ сасӑпа хӑрӑлтатса ответлерӗ Никита. — «Туянтӑм та-ха, кӑштах йӑнӑш турӑм пулас, шуйттан пуҫӗ, чӑхӑмҫӑскер лекрӗ: утланма тытӑнсанах персе анать. Экспедици членӗсем вӑл мӗнле чӗрчун иккенне уйӑрса илеймерӗҫ, вара, хӑйсем ӑслӑлӑх ҫыннисем пулнине кура, кимӗсем ҫине ларчӗҫ те ҫыран хӗрринелле ишрӗҫ. Икӗ-виҫӗ хутчен сӑнне пӑхса илсе хӑй паян питӗ те лайӑххине курнӑ хыҫҫӑн кулленхинчен шӑпах икӗ сехет ытларах тӗкӗр умӗнче ларса ирттерчӗ. — Манӑн ӑна памалла, — терӗм эпӗ, хам палӑртма пӗлнӗ таран сиввӗн. Ку сасӑ, ҫав хайхи палламан ҫыннӑн, тухатса хунӑ ҫуртра ачасем илтнӗ сасӑ пулчӗ. — Пулӗ те. Эсир кунтине пӗлмен, ӑнсӑртран килсе тухрӑм. Ҫӗр лав утӑ пар. — Ырӑ каҫ, Джим тусӑм. Кунта пӗр карап, ик-виҫ шкуна якӑрта тӑма пултараҫҫӗ. Этемсен тусӗ ӗҫме пуҫласа янӑ промышленниксен ушкӑнӗн кӗтӳҫи тата ертсе пыраканӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӳсӗр кӗтӗвӗпе ӑҫта пырса кӗнӗ, ҫавӑнта пур ҫӗрте те музыка кӗмсӗртетнӗ, юрӑсем янӑранӑ, пӗрисем — хурлӑхлӑ, кичем пулнӑ, вӗсем чуна куҫҫуль тухмаллах ыраттарнӑ, теприсем — хаваслӑ та хӗрӳллӗ пулнӑ, вӗсене юрланӑ май урса кайнӑ пек ташланӑ; музыкӑран пысӑк параппана ҫапса янӑравсӑр ухлаттарни тата темле чарусӑр шӑхлич ҫинҫен шӑхӑрни ҫеҫ асра юлнӑ. Мартӑн 26-мӗшӗнче ирхине пӗр сакӑр сехетре тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. Эпӗ ӑна сирпӗнтерсе шуйттансем патне ывӑтрӑм. — Эпӗ ун ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп, эсир ҫав ӗҫе хутшӑнма килӗшетӗр пулсан, вӑл тивӗҫлӗ ӗҫ пулмалла, тесе шухӑшлатӑп. Вӗсем ҫапла пӗлтернӗ: пӗтӗм Техасӗпех команчасем хӑйсем пурӑннӑ вырӑнсене сӑрланӑ юпасем лартса тухнӑ, пӗр уйӑх ӗнтӗ ҫав тискер ҫынсем вӑрҫӑ ташшине ташлаҫҫӗ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ похода тухса та кайнӑ тата вӗсене кашни минутӑрах сеттльмент таврашӗнче кӗтме пулать, тет. Чӑннипе вара ҫакӑ вӑл пит хӑрушшӑн асаплантарса вӗлерессине пӗлтернӗ — Джордано Брунона чӗррӗн ҫунтарса вӗлермелле тунӑ! — Унсӑр пулмасть, пӑру. Эпӗ памфлетсене уҫҫӑнах, хамӑр алӑсене пусса, хамӑрӑн адрессене кӑтартсах пичетлесе кӑларма сӗнетӗп. Вӗсен хӑюлӑх пулсан, ан тив хӗсӗрлетчӗр. — «Мӗнле тӗтре» тет тата. Ҫӗрӗпе тӗтре тӑчӗ, ҫавӑн ӑшӗнче. Ҫав самантрах шалча карта хыҫӗнчен пӗр отряд курӑнса каять, хӗрӗх драгун тата ҫавӑн чухлех стрелок пур. Василиса Егоровна пӗр саманта та ҫӑварне хупмарӗ, манӑн атте-анне кам та, тӗрӗс пурӑнаҫҫӗ-и те, ӑҫта пурӑнаҫҫӗ, пурлӑхӗсем пысӑк-и тата тем те пӗр ыйтса тӗпчесе пӗтерчӗ. Ӑмӑртусенче лашана хӑй тытса пыратчӗ, пуринпе те ӑмӑртма хатӗрччӗ; нихӑҫан та хӑваласа иртсе кайса кӳрентерместчӗ, ҫынӑн кӑмӑлне хуҫмастчӗ, чи юлашкинчен вара хӑваласа иртсе каятчӗ; хӑй ҫав тери кӑмӑллӑччӗ — хӑйпе ӑмӑртаканнин кӑмӑлне ҫавӑратчӗ; унӑн лашине мухтатчӗ. — Анчах ӗҫлеме ҫын ҫук! — хушса хучӗ Егор, кулса илсе. Мистер Генри лаши ҫук. Пирӗн ҫулӑмӑр хуть те ҫыран хӗрринчи чула ҫапӑнса турпас пулса салантӑр, манӑн ҫыранри чул сӑртсене курмаллах! Алексей Мересьев та кашни кунах вӑйсӑрланса пычӗ. — Ӳкеретӗн эсӗ ӑна! Юман йӗкелӗ тӗслӗ ҫаврака куҫӗсене ҫавӑркаласа, Помялов ҫапла пӑшӑлтатса пычӗ: — Вилнӗ Евсей те, Ульяна та — сыхӑ ҫынсем, вӗсем нихҫан та кирлӗ мар ӗҫ туман, апла пулсан, кунта тен мӗнле вӑрттӑн ӗҫ пурах пулсан, вӗсене ҫак хурчка темскерпе илӗртнӗ, унсӑрӑн вӗсем унпа хурӑнташланнӑ пулӗччӗҫ-и вара? — Акӑ — турӑ пур, туршӑн та! — тупа туса каланӑ Фома. Ротӑна йӑлт тӗрӗслеве хатӗрлесе ҫитернӗ пултӑр. Ҫиҫӗм сӑннисем, йӑлтӑртатса, ҫӗре пыра-пыра тӑрӑнчӗҫ, аслати кӗрлерӗ, юхтарса ҫӑвакан ҫумӑр янӑраса та кӗрлесе иртрӗ. Ун пек ҫумӑрсем ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче кӑна пулаҫҫӗ. Пире, вунӑ ҫынна, персе вӗлерме стена ҫумне тӑратрӗҫ те приговор вуласа пачӗҫ, вӑл приговорта генерал «ырлӑхӗпе» пире персе вӗлерессине ҫирӗм ҫуллӑх каторгӑпа улӑштарасси ҫинчен каланӑ, ыттисене, вун-ҫиччӗшне, персе вӗлерчӗҫ. — Аса илӗр сӑмах панине. Вӗсем йывӑҫ пек ҫӳллӗ, чиркӳ пек капмар. Эпӗ шӑтӑк патӗнче унӑн кӑшласа ҫинӗ шӑммисене тупрӑм. Ку, тен, вӑл халӗ сывмаррине пула аташни ҫеҫ-и. Павел ушкӑн хушшинче тӑратчӗ. — Мӗнле-ха, Гек, эпӗ йӑлтах лайӑх астӑватӑп-ҫке… — Лайӑх астӑватӑн-и, лайӑх мар-и. Келли тӳрех ӗҫ ҫинчен пуҫланӑ: — Итлӗр-ха, Робертс, эсир ҫак ҫамрӑк мексиканеца тупни ҫинчен мухтанаттӑрччӗ. Пӗлӗт пек ҫӗкленнӗ ҫулҫӑсем хӗвелтухӑҫ еннелле вӗҫеҫҫӗ. Майор, кӗнекене алла илсе, ӑна уҫкалама пуҫларӗ. — Мӗнле произведени ку? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Куртӑн-и? — терӗ те вӑл, тата тепре печӗ. Канӑҫ пар. Тӳпе вӑрттӑнлӑхне чи малтан манӑн шӑтарса кӗмелле мар. Хам кӑмӑла каймасан та эпӗ ӑна итлесе, ҫыран хӗрринчи чулсем хушшипе хӑвӑрт утрӑм. Аллисене кӑкӑрӗ ҫине тытса тӑнӑ ҫӗртен антарса, Лена шкап патнелле пӗшкӗнчӗ те хӗрлӗ эрех кӗленчи туртса кӑларчӗ. Иван Иваныч доктор сывах иккенне Ромашов урлӑ пӗлтӗм пулин те хӗпӗртерӗм, флотра иккен вӑл. Халь те ҫавӑн пек, малтан пӗри таҫта горизонтра вӑрӑммӑн кӑшкӑрчӗ пек, тепри ӑна хирӗҫ вӑрмантан ҫинҫе, уҫӑ саспа ахӑлтатнӑ пек пулчӗ, унтан шыв тӑрӑх темӗскерле шӑхӑрнӑ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Кун пек калаҫма пӑрахар. Увар Иванович чӳрече патӗнче ларать; Елена, ун патне пырса, аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ, кӑштах карӑнса илчӗ те кулас мар тенӗ ҫӗртенех кулса ячӗ. — Вӗр ҫӗнӗ атӑсем виҫӗ мӑшӑр, калушӗ-мӗнӗпех! — Тӑватӑ тӑрӑх пустав! Пӗр минутлӑха каялла кайса, тӗрӗслесе пӑхас пулать. Кукӑр-макӑр ҫаврӑнса ҫӳресси пирӗн ҫула сахалтан та виҫӗ лье вӑрӑмлатрӗ. Шухӑшласа пӑхӑп. Ӑҫта вырнаҫтарас-ха пирӗн ӑна? — ыйтрӗ вӑл Ленӑран, — Санпа юнашарри кам унта? Пур ҫӗрте те: «Запорожецсем! запорожецсем килеҫҫӗ!» текен сӑмахсем илтӗнсе кайрӗҫ. Чылай вӑхӑт хушши куҫсене хупаймарӑм. Вӑл тӗмӗсем енне ытахальтен ҫеҫ пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те, нимле ответ памасӑрах, кӑшт сулкаланарах утса вӑрманалла кӗрсе кайрӗ. — Эпӗ кунта, мистер Стумп. «Эпӗ сан патна, ырӑ кӑмӑллӑ пан голова». Эпӗ ун патне пырса тӑтӑм: «Сирӗн кӑшт тӑхтама кӑмӑлӑр пур пулсан, эсир ӗлӗкхи тусӑра курнӑ пулӑттӑрччӗ», — терӗм ӑна эпӗ. — Ман старик патне кайса килмелле! — питне пӗркелесе каланӑ Фома. Темле, ҫакӑн пек пулса тухать: Наталья Якова ырӑ канашсем парса вӗрентет, ашшӗ вара Ильяна хӑй мӗн калас тенине мар, пачах урӑх сӑмахсем калать. «Ленский хӑйне хӑй мухтама юратнӑ» теме пултарнӑ-ши вара Онегин? Владимир Ленские чӗринчен лектерме «халӗ те аллӑмсем чӗтремӗҫ» — тени Онегин сӑмахӗсем-ши вара? Ӑнланатӑн-и? — Ан шухӑшла, ӳкӗнес ҫук. Ирландец умӗнче парӑмра юлас мар тесе, Гленарван пурне те апат тума чӗнчӗ. Пуринпе те чӑрсӑр пулса, циникла виртлешсе, вӑл ӗҫке ярӑннӑ, аскӑнлӑх ӑшне чӑмнӑ, ыттисене кӳптернӗ, ӑсне ҫухатнӑ, калӑн, — унӑн ӑшӗнче тасамарлӑх вулканӗ вӗресе тӑнӑ, тесе. Ҫил тата ытларах ҫӗкленет: лашасен ҫилхисемпе хӳрисем, Василий шинелӗ тата кӳме ҫиттийӗ асар-писӗр ҫил вӗрнипе пӗр еннелле варкӑшма тытӑнаҫҫӗ. Малтан эпӗ ӑна уйӑх пулӗ тесеттӗм. Анчах та ҫак уйӑхӑн сулахай енчи ҫурри — ерипен-ерипен тӗксӗмленсе, сылтӑм енӗ ҫуталса пычӗ. Халех кайса пӑх. Кукаҫей «хӗвеле пуҫҫапман Михаил Черниговски князе тата Феодор боярина» пит хисеплет, — ҫав ҫынсем мана, чыгансем пек, хура салху, усал ҫынсем пек, куҫӗсем вӗсен, чухӑн мӑкшӑсен пек, яланах пӑсӑлса ҫӳренӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Манӑн халь пекарньӑра ӗҫлемелле, булкӑсене хваттерсем тӑрӑх, академине тата «благороднӑй хӗрсен институтне» леҫсе ҫӳремелле пулчӗ. Вӑл ӑна витери пӑтана ҫакса хучӗ те, нӳрре пула тата ун ҫинчен пачах аса илменнипе ӗлӗк хӑй юратнӑ инструментӑн хӗлӗхӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри татӑла-татӑла пӗтрӗҫ. Вӗсем вилес умӗнхи пек хурлӑхлӑн, ҫав тери хыттӑн янӑраса татӑлатчӗҫ те, лашасем хӑйсем те темле кӗҫенсе яратчӗҫ, тарӑхнӑ хуҫа еннелле тӗлӗнсе пӑхатчӗҫ. — Вӑл карттусне ярса тытрӗ те тухса чупрӗ. Ӑна тупа тутарттарчӗҫ. — Ч. юлташ, — терӗм те ӑна ячӗпе ашшӗ ячӗнчен чӗнтӗм, — мана эсир астумастӑр та пуль-ха. — Кайччӑр вӗсем часрах, ҫӑва тӗпне! — терӗ арӑмӗ. Хирӗҫ пулсан пирвайхи тапхӑртах унӑн чӗри пӑртак кӑрт туса илнӗ, анчах вӑл халь хута кӗрекен ҫын килсе ҫитме ӗлкӗрӗ тесе шанса тӑнӑ-мӗн. Ҫук пулсан, леш тӗнчере манӑн ӗҫ те ҫук. — Тата сахал ӗнтӗ сана?! — хулӑн сасӑпа сӑмах хушса хучӗ Степан. — Аркаш пичче, эсӗ пире астумастӑн-и? — тесе ыйтрӗ Алексей. «Эсӗ чӗрӗ-и? Тен, сан илемӳн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ эсӗ мӗн тӑвас тенине тума пултарнинче мар, эсӗ йӑлт тума пултаратӑп тесе шутланинче кӑна — нимӗнле ӗҫре те усӑ курма пӗлмен вӑйна усӑсӑр сая янинче кӑна; чӑнласах хӑвӑн пурлӑхна-ырлӑхна салатса пӗтернинче кӑна, чӑнласах хӑвна ху ҫапла каланинче кӑна. Мӗн кӑна туман пулӑттӑм эпӗ, вӑхӑта ахаль сая яман пулсан! Вӑл сана мӗн ачаран паллатӑп тетчӗ-ҫке. — Манӑн уншӑн хӑрамалла мар, манӑн йӗпенмелли те, шӑнса пӑсӑлмалли те ҫук, — кулса илчӗ Алексей. Кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн хутора таврӑнсан, Давыдов тӳрех Харламовсем патне кайрӗ, калинкке патӗнче лаша ҫинчен сиксе анчӗ, питӗ хыпаланса, кил картине кӗчӗ. Ирхине ирех эсир пӳлӗм тӑрӑх ҫӳренӗ пек туйӑнчӗ мана, вара эпӗ шухӑшларӑм… — Вӑхӑт нумай-и ӗнтӗ? Эпӗ секретаре императора хам пысӑк чыс тунине пӗлтерме тата хам шутпа манӑн, ют патшалӑх ҫыннин, вӗсен вырӑнти партисен хирӗҫӗвне хутшӑнма кирлӗ маррине каласа пама ыйтрӑм; анчах эпӗ ҫӑлӑннипе ирӗке тухни императортан килнине кура, хамӑн пурнӑҫа нимӗн шеллемесӗр унӑн ҫӗршывне тӑшман килсе тапӑнасран хӳтӗлесе тӑма хатӗр, терӗм. Ҫӑлтӑрсем тӗрлӗрен тӗслӗ пулаҫҫӗ. Мӗнле-ха вара — таси паха! — Ҫапла, — терӗ Роберт. Петр ку аван маррине пӗлнӗ, анчах Тихон унӑн килӗнче пулни уншӑн тата начартарах пулнӑ. — Ҫапла! — терӗ Рыбин, ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле ҫапса. Вӑл чирпе чирлесси те ним мар! — Ну-ну! Калаҫ! — тесе ҫухӑрчӗ пекарь. Ӗҫ ҫапла пулнӑ иккен: Софья Павловна Медынская, пуян архитектор арӑмӗ, тӗрлӗрен пулӑшуллӑ ӗҫсем организацилес тӗлӗшпе пӗтӗм хула умӗнче палла тухнӑскер, Игната, ӳкӗтлесе, килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсене ҫӗр каҫмалли ҫурт тума тата халӑх библиотеки уҫма ҫитмӗл пилӗк пин парнелеттернӗ. — Ак ӗнтӗ, пире уҫӑлтарса илчӗҫ, — терӗ Мересьев лӑпкӑн, гимнастёркипе брюки ҫумне ҫыпӑҫнӑ улӑмпа тӑмлӑ тусана силлесе тӑкса. Ҫӗрле, йӗр вунпӗр сехет тӗлнелле, Павка патне Жухрай кӗчӗ те ӑна килкартине чӗнсе тухса:— Мӗншӗн паян сирӗн патӑрта ухтару пулнӑ? — тесе хуллен ыйтрӗ. Чӗри ун ҫине-ҫинех хыттӑн тапрӗ, анчах вӑл хӑйӗнче, хӑранипе пӗрлех, темле сӗтеклӗ, тӑвӑллӑ та хаваслӑ сисӗм пуррине те туйрӗ. Унтан вӑл каллех ман ҫума ҫыпӑҫрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫаплах шкула ҫӳреме пӑрахмарӑм. Вӑл мана пӗр-ик хутчен тыта-тыта хӗнерӗ, эпӗ пурпӗрех вӗрентӗм, унран пытана-пытана лартӑм е ӑҫта та пулин туха-туха тартӑм. — Уттар лашуна, ӑҫта пулсан та, тухӑпӑр, — тенӗ. Ӗлӗк-авал хӗвел сехечӗсем пулнӑ. Анчах тӗттӗм пулса пынӑҫемӗн ҫав пӑтранчӑк хура хӗрлӗ ҫутӑ сарӑлса та сарӑлса пычӗ, ҫурҫӗр кӑвак хуппи тӗплерен кӑнтӑр сачӗ пулнӑ пек пулса тӑчӗ. Вӗсем ҫынсем пырса кӗрсен хускалмарӗҫ те, Янкель: «Ку эпир-ха, итлӗр-ха, пансем, ку эпир» тесен ҫеҫ ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ. «Архангел хранитель» ятлӑ пушмак мастерскойӗ патне ҫитсен вӑл г-жа Байяра чӗнсе илнӗ: — Госпожа Байяр, госпожа Байяр, ман сирӗнтен вунтӑватӑ су илмеллеччӗ-ха. — Мӗнле калас сире, мисс Луиза, эпӗ хамӑн ватӑ кӗсрене витене кайса тӑратнӑ хыҫҫӑн калас тенӗччӗ. — Ан кала ун пек… кирлӗ мар… маншӑн йывӑр, — терӗ вал салхуллӑн, — Ну, килӗшетӗн-и, ырӑн эпӗ тытӑҫӑва тухмастӑп та ун умӗнче каҫару ыйтатӑп? Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл Гессенди хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран Эпикур вӗрентӗвне ҫӗнетнӗ пулсан та, унӑн теорине хӳтӗлекен Декарт та каярахпа пӑрахӑҫа тухасси ҫинчен каласа пачӗ. Пирӗн хальхи вӑхӑтри хресченсем, совет хресченӗсем, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫавнашкал хресченсем евӗрлӗ тесе калама юрать-и? Вара ҫавсем пӗр-пӗрне ҫав тери курайми пулса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма та пултараймастчӗҫ. — Мӗншӗн чӗнместӗр эсир? — тесе ҫилленсе ыйтнӑ Келли. — Кала. Эпӗ ӑна хам майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл вырӑнсӑр пулчӗ. Туземецсен салтакӗсем тыткӑнри европеецсене пӗрерӗн ҫыран ҫине кӑларчӗҫ те, урисене салтса, форта илсе кайрӗҫ. Тен эп кӗрсен яланхи пек кӑна мар чуптунӑ пулӑттӑм ӑна, вара вӑл адмирал мана хушнӑ ӗҫ епле кирлӗ те интереслӗ иккенне ҫинчех ӑнланнӑ пулӗччӗ. Ку вӑл, тӳррипе каласан, ӗҫлени мар, ӗҫлеменни пулать. Эпӗ хамӑрӑн лагерьти йытӑсенчен пӗри ку тесе шутларӑм та, ӑна пулӑшма васкарӑм. Тен пианино ҫинчи кӗленче калпак айӗнче ларакан тӗрлесе ҫӗлетнӗ пуканесем пуррипе ҫавӑн пек шухӑш кӗчӗ пуль мана, е урайӗпе сентрисем ҫинче темӗн чухлӗ кӗнекесем пуррипе пуль, е хама кӗтсе илнӗ хуҫи, ҫаплипех, ҫухине ярханах янӑ кӗпе вӗҫҫӗн ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтартса тӑнипе пуль. Унтан, пехилленӗ хыҫҫӑн, каллех алтарь умне чӗркуҫленсе аллипе питне хупларӗ. Вӑл пӗр ҫыххи ыттисенчен инҫерех кусса кайса хӑй выртакан кроватӗн малти урисем патӗнче чарӑннине асӑрхарӗ. — Мана хула кӑтартсам. — Мӗншӗн-ха эсӗ мана хирӗҫ нимӗн те чӗнместӗн? — терӗ малалла Павел. Акӑ, шухӑш вӗҫрӗ пуҫра, хула пурнӑҫӗнчен, обществӑран, хӗрарӑм кулллинчен, этем калаҫӑвӗнчен ҫӗршер ҫухрӑмра, вӑрманпа кӗртсем хушшинче ҫухалса кайнӑ ялта, хӑлтӑр-халтӑр ҫуртра, хӗлӗн пӑсӑк та хупӑнчӑк каҫӗнче ларатӑп эпӗ… — Ҫапла пулмасӑр, — терӗ Гленарван. — Ку ҫын калаҫӑва питӗ хавасланса тепӗр ҫӗре куҫарнӑ пулӗччӗ. — Анчах, капитан аташса ҫӳрет тенипе эпӗ ӗненместӗп… Марко йышши чӗререн юратса ҫутталла туртӑнакан ҫынсем тӑрӑшнине пулах Болгарире кӗске вӑхӑтра темӗн чухлӗ шкул уҫнӑ. Мана вӑл Голланди ҫынни ман пек чӑкӑлтӑш пулнине пӗрремӗш хут курни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ пӗчӗк юханшывне пит лайӑх астӑватӑп. — Мӗн пулса иртрӗ? Пуля лексе тӗпреннӗ бетон тусанӗ айне пулса, мӗлке айккинелле сиксе ӳкрӗ те тӗттӗме чӑмса ҫухалчӗ. «Ӗнерхи ҫинчен хамӑнах сӑмах пуҫарас та, вӑл ун чух ӑҫта ҫапла васкани ҫинчен ыйтас, пӗтӗмпех пӗлес…» — шухӑшларӑм эпӗ, анчах алӑ султӑм та кӗтесе кайса лартӑм. Сӗтел хушшине лартӑмӑр. Тӗлӗнсе пӑхса пырать тимӗрҫӗ йӗри-тавра. Шанӑр, тетӗп. Чӑнах вӗт, Гек? Хула ҫывӑратчӗ… Пӗр чӳречерен те ҫутӑ курӑнмасть. Шӑв-шав илтӗнмест, хушӑран кӑна йытӑсем вӗркелеҫҫӗ, хулара пӑлхав хускални-мӗнӗ нимӗнпе те палӑрмасть. Хурт-кӑшпанкӑ коллекцийӗсемпе тулса ларнӑ кабинетӗнче вӑл чи малтан куҫлӑхпа пысӑклатакан лупӑна шыраса тупрӗ. Корчагин сӗтел ҫине выртнӑ ҫӗре профессор аллисене ҫуса пӗтерчӗ. Пуринчен ытла ӑна «юрлакан чун» тенӗ сӑмахсем килӗшнӗ, вӑл сӑмахсене темле пит те тӗрӗс, хурлӑхлӑ япала пулнӑ, вӗсем ҫакӑн пек картинӑпа пӗтӗҫсе тӑнӑ: шӑрӑх кун Дрёмов хулин ҫӳп-ҫаплӑ урамӗнче ҫӳллӗ, кӑвак сухаллӑ, вилӗм пек ырхан старик тӑрать, вӑл шарманка аврине ывӑнчӑклӑн ҫавӑрать, шарманка умӗнче лӳчӗркенсе пӗтнӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вуник ҫулхи хӗрача, пуҫне ҫӗклесе, куҫӗсене хупса, пӗтӗм вӑйне пухса, чӗтрекен сасӑпа юрлать: — И не жду от жизни ниче-во я… Каялла мӗнле тухмалла-ши? Эпӗ те хутшӑнма пултармалли калаҫусенче вара, маларах чӗнмесӗр ларнӑшӑн тӳрре тухасшӑн пулса, тӗлӗнмелле ӑс-хакӑлӑма тата хам ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ҫын пулнине кӑтартма тӑрӑшрӑм, ҫапла тума мана нимрен ытла хам мундир тӑхӑнни хӗтӗртрӗ. Вӗҫтерсе каять!» Ку вӗсен хушши инҫе пулнипе тата тинӗс енчен вӗрекен ҫил сасса тепӗр енне илсе кайнипе илтӗнмест. Темиҫе арҫын сассине уйӑрса илме пулнӑ. — Ку пирӗн Микельпе калаҫса татӑлнӑ адрес, — терӗ вӑл Апеннин тӑвӗсем ҫинчи пӗр пансионӑн ҫуллахи хакӗсем ҫинчен ҫырса пӗлтерекен ҫырӑва васкасах вуласа тата страница кӗтессинче икӗ тумлам чернил вараланӑ тӗле кӑтартса. Вара — кам мӗне пултарать, ҫавна ҫавӑрса ял. Чӑнах та, ку вӑл калама ҫук идея, — сире паллаштаратӑпах! Ҫавӑн пек ӗмӗтленсе кайнӑшӑн эпӗ хам та ухмах. — Пин доллар. Вӑрахчен шӑппӑн пычӗҫ вӗсем, анчах сасартӑк хыҫалтан тем уласа вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Herr je! Ятлаҫасси манӑн ҫапах та пур-ха. Ансат, хурланчӑк, чуна ҫитсе тивекен ҫемӗ ирсӗрле сӑмахсене те ырӑлатса пычӗ. Пурне те вара ҫак шӑршлӑ, пӑнтӑх пӳлӗмӗн лутра маччи айӗнче, тӑвӑр, тӗттӗм, суккӑр пурнӑҫ картинче минутлӑха кичем те тӑкӑс пулса кайрӗ. Тытӑҫса илнӗ тапхӑрта йытӑ хаяррӑн вӗрсе, вӗсем ҫинелле сикнӗ. Чӑн та, ку ӗнтӗ ытлашши пулнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пурӗпӗрех тарма пуҫланӑ. Эпӗ халех ун патне чупатӑп. Пӗр ҫирӗм ҫын пӑшал ярса илнӗ те шӑв-шав пуҫласа янӑ кӗсрене персе ӳкерме тӗлленӗ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирсем тӑхӑннӑ батальонсене хӗҫпӑшаллантармалла вӗт-ха! Тепӗр виҫ-тӑват минутран Озеров капитан Вазуза еннелле сиккипех вӗҫтерчӗ. Унӑн ӗҫӗ — вӑкӑрсен хӳрине пӗтӗресси, а вӑл Мускаври питӗ ӑслӑ ҫынсем кӗрсе каяйман ҫӗре кӗме мекӗрленет… Куратӑн-и, хӑш чухне ҫынна хӑлхаран тытса, йӑран ҫинчи ҫарӑка туртса кӑларнӑ пек, туртса кӑларни усӑллӑ. Кайрӑмӑр, Хайнс, эсир те пурте пырӑр. Тур ҫырлахтӑрах, урса кайсах ишрӗмӗр вӗт эпир! Тӗлӗнтермӗш, мӗнле ҫынсем пулма пултараҫҫӗ вара? Григорийӗ тата кулкаласа хушса хучӗ:— Камит, — терӗ. Унччен вӑл эрехпе супакан ҫӳрме кӑначчӗ, халь ак ҫӗнӗ шурӑ шлепкине хывса пит килпетлӗн пуҫ таять те — ну, тин кӑна ковчегӗнчен тӑрса тухнӑ Ной старикех аса илтерет: калама ҫук танлӑ, ырӑ та таса чунлӑ этемех тейӗн. Джемма амӑшне итлесе ларчӗ — пӗрре кулса илчӗ, тепре ассӑн сывларӗ, пӗрре ӑна хулпуҫҫинчен ачашларӗ, тепре пӳрнипе юнарӗ; Эсӗ пирӗн килте хӑвна ху пит мӑнкӑмӑллӑн тытни, тарҫӑсем умӗнче именмесӗр чӑкӑлташса хӑтланни пирӗн килте ӗҫсем чиперех маррине аванах кӑтартса параҫҫӗ. Тарма? Хӑй мӗнле хӑрушлӑхра пулнине вӑл сисмен те! Илтнӗ-и? Витӗр тикӗт ҫапнӑ ҫӳҫӗн ҫивӗчӗ ҫупа вараланнӑ кӑвак сӑхманӗн ҫухи ҫинче кӑнтратса тӑрать. Устенька амӑшӗ, ватӑ карчӑк, ӗҫрен таврӑннӑ хыҫҫӑн хӗрсене пурне те вӑрҫса тӑкрӗ те хӑваласа ячӗ. Иван Иванович шӑпах ҫав вӑхӑтра унта ҫукчӗ-ха, темшӗн тухнӑччӗ вӑл. — Уэлдон миссис, — терӗ хӗрарӑм. Анчах эпӗ пӗр сӑмах та хушмарӑм, каламасӑр та хӑвармарӑм. Кунсӑр пуҫне тата яланах йывӑр ӗҫе, арҫын ӗҫне туни, пӗтӗм хуйха-суйха хӑй ӗнсипе чӑтса ирттерме тивни гребен казак хӗрарӑмне уйрӑммӑнах ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ пулма май панӑ, унӑн алли-ури вӑйне, ӑс-тӑн ҫивӗчлӗхне тата хӑюлӑхне тӗлӗнмелле вӑйлӑ хӑпартса, ӳстерсе янӑ. Пӑрсене вӑрӑм пакурпа пур еннелле тӗрткелесе, вӑл йӗрӗнӳллӗн ятлаҫать: — Пӑрӑн… Рабочисем вӑрӑ-хурахла петлюровецсен сарӑ-кӑвак ялавӗсем ҫине кураймасӑр пӑхаҫҫӗ. Пичче лашана ылханса вӑрҫса пушӑпа хӗрте пуҫларӗ; анчах вӑл хӑй ҫинче ларакана ҫавӑрса ҫапасшӑн пулнӑ пек, тапкалашма пуҫларӗ. Павка хӑранипе чӗтресе ӳкрӗ. — Ку ачапа вара эпир калаҫатпӑр-ха. Вӑл халӗ те ним тума пӗлмесӗр туйипе ҫӗре чакаласа тӑракан Мересьева хулпуҫҫисенчен ҫавӑрса тытрӗ. Пӗрре — вӑраххӑн, иккӗ — кӗскен, унтан каллех вӑраххӑн, вара — хуторпа шӑрӑх кун хыҫҫӑн канса выртакан ҫеҫен хир, шаннӑ курӑкпа хӗрнӗ тӑпран тутлӑ шӑршине саракан ҫеҫен хир, каллех шӑпланчӗ. — Ҫук, ҫук, — терӗ васкасах ӑна хирӗҫ пичче, — эпир никама та чӑрмантарасшӑн мар, господин Фридриксон; сире пӗтӗм чунтан тав тӑватпӑр; сирӗн пек вӗреннӗ ҫынсем ӗҫре пит усӑллӑ пулӗччӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫӗрсем… Ҫав тери кахалланса ҫитнине тула тухма та ӳркенекен пулса ҫитнӗ. Темиҫе секундран вӑл, хӑй ҫӗрте выртнӑран тӗлӗнсе, тупӑ урапинчен тытса, ура ҫине тӑма пуҫларӗ. Эпӗ король ҫуртӗнче ҫак ӗмӗрне вилмен чаплӑ ҫынсенчен пӗрне те курма пултарайманнишӗн пӑшӑрханнине пытарса тӑма пултараймарӑм. — Ҫук, — тетӗп, — мӗншӗн тесен, эпӗ вӑл килсе кайнӑ хыҫҫӑн вунтӑхӑр ҫул иртсен тин ҫуралнӑ. — Эпӗ мӗн калас килнӗ, ҫавна калатӑп! (Судья панӑ доллар пирки шарлас мар терӗм эпӗ.) Эпир тапранса кайрӑмӑр. Ҫапах та Джон Мангльса хум ҫапса пуҫтараннӑ кӑпӑксен леш енче лӑпкӑрах бассейн пур пек курӑнчӗ. «Дункана» ҫавӑнта кӗртсе яма май килсен, ҫапах та ытлашши хӑрамалли пулмӗччӗ. Волошин, ӳсӗрме пуҫласа, пирусне ури айнелле пӑрахрӗ. — Юрать. Акӑ ытларикун та ҫитрӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе питӗ килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ… телейлӗ пуличченех… юратса кайичченех килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ пулмалла. Ҫук. — Буфетчик! — терӗ вӑл тепӗр хут хыттӑнтарах. Ҫав ҫӗлен ункисене шыраса тупиччен вӑл ҫаплах шыва кӗме хӑраса тӑчӗ, ҫав тапхӑрта унӑн юлташӗсем ывӑнма ӗлкӗрчӗҫ те ҫыран хӗррине тухса выртрӗҫ. Эпӗ халь ирӗке кӑларнӑ улпут ҫыннисене текех хам патӑмра тытас мар, е мӗнле те пулин пысӑк ответлӑ ӗҫсене хушас мар терӗм ӗнтӗ. Сана та хаваслӑрах пулӗ, мана та. Сильвер хӑй малтанхинчен шурӑрах та салхурах курӑнать. Тӗпчеме пуҫлаҫҫӗ, Носков вара вӗсен ашшӗ тияккӑн арӑмӗ патӗнче ӗҫсе аташса пурӑнни ҫинчен каласа парать ӗнтӗ. Пачах-ха, ҫак ир, салтаксен пуҫӗсене сӑмахлӑха та перессин йӗркисене нумайрах чыхас тесе, уйрӑмах хыттӑн та хыпкаланчӑклӑн тӑрӑшрӗҫ, уйрӑмах ҫӑран янӑрарӗ сывлӑшра киревсӗр ятлаҫу, ытти чухнехинчен чылай ытларах тӑсӑнчӗ чышу-патлаттару та шӑл-ҫӑвартан ҫатлаттару. Ҫутӑ сенкер куҫӗсем те, ӑшшӑн кулакан сӑнӗ те ҫавсемех, тӑпӑл-тӑпӑл тӳрӗ сӑмси те, пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗ те ҫавсемех, кӗрен тӗслӗ тап-таса питҫӑмартийӗсем ҫинчи пысӑк мар путӑксем те ҫавсемех, чиперкке шап-шурӑ аллисем те ҫавсемех… ӑна ӗлӗкхиллех тап-таса хӗрача тени те темшӗн ҫав-ҫавах килӗшет. Эпӗ пӑртак шӑршласа ҫеҫ пӑхатӑп, унтан вара мӗн пулӗ унта. Эпӗ, тӑванӑм, нимӗн те ӑнланмастӑп… Прожекторсем пире хӑйсен ҫутипе ҫыран хӗрринченех йӗрлерӗҫ; вӗсен тӗтреллӗ ялтӑркка ҫути е сасартӑк туха-туха тӑчӗ, е хамӑр айри сӗт пек курӑнакан тӗнчере пӑтранса ҫухалчӗ. Яш ҫын тӗлӗкре аташса выртнӑ. Тепӗр вырсарникун эпир виҫӗ мильӑри чиркӗве кайрӑмӑр, пурте юланутпа. Унтан экспедици членӗсем патнелле ҫаврӑнса пӑхса:— Эпӗ пурне те пӗр виҫ-тӑват минутлӑха хӑйсен вырӑнӗсенчех юлма хушатӑп. Кунта темиҫе судно якӑр ҫинче лараҫҫӗ. Шӑплӑхра хуллен калаҫни илтӗнчӗ. Пӑлхав ҫавӑн пек пулмалла-и вӑл? Сан валли вырӑн мар кунта… Асӑ илчӗ те — унӑн хӑйне ҫав тери хӗрхенес килсе кайрӗ. Ҫапла хӑтланни, паллах ӗнтӗ, ӑна чыс кӳмен, качамӑйрипе сутӑ тӑвакан тусӗ тӗрӗс асӑрхаттарнӑ-мӗн ӑна, ача-пӑчана хӗнеме юрамасть, сан аҫу апла-капла тесе кӳрентерме те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен ашшӗне ху суйласа илмен вӗт-ха вӑл, тенӗ ӑна тусӗ. Анчах Игнатпа пӗрле кирек хӑҫан та, — хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ҫак виҫӗ тапхӑртан кирек хӑшӗнче те, — пӗр кӑмӑл — чун ҫумӗнчи кӑмӑл ҫӳренӗ, вӑл — ывӑллӑ пуласси. Мӗн чухлӗ ватӑ енне кайнӑ, ҫавӑн чул ун ҫак кӑмӑлӗ амалансах пынӑ. — Мӗн чухлӗ? — Вӗҫме чарас шутпа питӗ вӑйлӑн переҫҫӗ. — Фон-Вышимирский-и? — ыйтрӑм эпӗ тӗлӗнсе. Сӑмахӗ питӗ лайӑхчӗ вара унӑн, райком представителӗсене ҫамрӑк ӑру тесе саламларӗ, юлашкинчен Некрасовӑн «Идет-гудет Зеленый Шум» сӑввине вуласа пачӗ. Каласа пӗтерсенех пӳрнисене хуҫнӑ пек хыттӑн шӑтӑртаттарса илчӗ те, ҫакӑ вара тӗлӗнмелле пулса тухрӗ. — Кунпа вара эпӗ килӗшсех каймастӑп, — терӗ Базаров. Сана ман питӗ курассӑм килнӗччӗ. Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн тухса карӑм: вӗсем тӗттӗмре площаде чалӑшшӑн, Атӑлӑн ҫӳлӗ ҫыран хӗррийӗ патнелле пӗтӗмпех пылчӑк ҫийӗпе утса, мантан пӗр вунӑ утӑм мала тухрӗҫ. Кӑтра Яша яланах ир тӑратчӗ, тӑратчӗ те вара, врач пек, ялан пӗр вӑхӑтра, кӳршисем патне кӗркелесе ҫӳретчӗ. Эсӗ манран малтан вилме пултарӑн-и элле?» — терӗ те тытамаклӑ ҫын пек хӑрушшӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. Унтан вӑл кайри урисем ҫине тӑчӗ те, питех савӑннипе пуҫне каҫӑртса, мӑнкӑмӑллӑн каллӗ-маллӗ утса ҫӳреме тапратрӗ, хӑй никам чарма ҫук савӑнса ӳкни ҫинчен пӗтӗм ҫурчӗпе илтӗнмелле ҫухӑрчӗ. «Ҫамрӑк-и-ха вӑл?» Николай Петрович та тӑчӗ. Вӑрана-вӑрана каятӑп та, мана такам ӗнсерен ярса тытнӑ пек туйӑнать. Пурте пӗрле пулать: ачасем те, арӑмсем те, кашӑк-чашӑксем те. Бойчона тытма пултараҫҫӗ. «Ҫук, гопака апла ташламаҫҫӗ! Рада пӳлӗмне тухтӑр тӑвӑл пек ҫитсе кӗчӗ. — Ой, ҫав тери хӑратса пӑрахрӑн! Эпӗ ӑнланатӑп… сирӗн умӑрта эпӗ айӑплӑ… — Эсир пӗтӗм кӗлеткепех чӗтретӗр. Халь ӗнтӗ юнне юхма чарнӑ, суранне те майлаштарса ҫыхнӑ, ҫавӑнпа та Мюльреди сывалса ҫитесси малашне вӑхӑт ыйтӑвӗ анчах пулса тӑрать. Вӑл зала пырса кӑчӗ — хулӑнламас кӑна, кӗре ҫын, темле сарлака шӑлавар тӑхӑннӑ, кӑштах малалла ӳпӗнсе, президиум патнелле утрӗ. Эпӗ сана пирӗн патӑрта пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен хаваслансах пӗлтерсе тӑма хатӗр. «Ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр» кӗвве кала, йӗкехӳресене ҫак кӗвӗ ытларах килӗшмелле. — Ҫавӑнтах ун пуҫӗнче хӑрушӑ шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ те вара пӑшӑлтатса ҫеҫ: — Чим-ха, кунта юлсан аванрах, — терӗ. «Ҫакӑн пек шӑтӑка илсе килсе пӑрахаҫҫӗ те ӗнтӗ, ҫиелтен тӑпра витсе хураҫҫӗ — ӗҫӗ те пӗтрӗ вара!» шухӑшларӗ вӑл. — Вырнаҫкаларӑм. Хӑйӗн чунӗнче вӑл арҫынпа хӗрарӑм хушшинчи ҫыхӑну, ҫынсем калаҫнӑ пек, ытахаль те тӳрккес пулассине ӗненсех пӗтереймен. Вӑл ӑҫта ҫул тытнине Маша пӗлеймесӗрех юлчӗ. Танк пӗр вӑтӑр метра ҫывхарнине курмасӑрах чухласа илмелле, ҫав самантра вӑл бруствер тӳпине персе тивертеймест, кӑшт ҫӳлерех ҫеҫ лектерме пултарать. Вӗсен сывлӑхӗшӗн мӗн чухлӗ ларса тухрӑн-ха? — Кам пултарнисем пурте, — терӗ доктор, — ӑна ответлесе. Тен, выртса канма шутлатӑр? — Виҫӗ кун каялла. «Эх, ватӑлӑх, ватӑлӑх!» терӗ те вӑл, вара тем хулӑмӗш ватӑ козак макӑрса ячӗ. — Халӗ нимӗн те тумасть: ӑна вӗлерчӗҫ. Пӗр енчен вӑл плантацисене, чурасене, пуянлӑха тата обществӑри положенине, тепӗр енчен чухӑнлӑха аса илнӗ, чухӑнлӑхӗ уншӑн хӑй пӗтнӗ пекех туйӑннӑ. Ҫак пӑшӑлтатӑва пула, ачан чӗри хускалса кайнӑ, вӑл шӑлне шатӑртаттарса ҫыртнӑ, куҫӗсенчен вӗри куҫҫуль персе тухнӑ… Вучӗ те савӑнӑҫлӑ ялкӑшса ҫуннӑ, спирт таврашӗ те ҫителӗклех пулнӑ, анчах ҫынӗсем ҫавах кӑмӑлсӑр ларнӑ. Тискер кайӑксем мар эпир. Елена ним те тума пултараймарӗ; шухӑшлама та пачах пӑрахрӗ. Ку вӑл маншӑн Катьӑран салам илнӗ пекех туйӑнчӗ… — Иван Павлыч, — терӗм эп, ӳпкелешсе, — эпӗ сире, чӑн калатӑп, паллаймастӑп акӑ. Лешӗ тесен вара»… К-кас! Ҫынсем хӑраса ӳкнӗ, шикленсе кӑшкӑрнисем илтӗнсе кайнӑ. Кирила Петрович ҫамкине пӗркелентерчӗ, ҫунса кайнӑ кил ҫинчен аса илни уншӑн лайӑх мар пулса кайрӗ. Демид чӗнмерӗ, сарлакан хӑлаҫланса ҫеҫ кӑтартрӗ. Вӑрман ҫине сивӗ тӗтре карса илнӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрме пуҫланӑ ҫил ӑна пӑрлантарса янӑ. Ман ята калӑр та, хӑш ҫекундра калама пуҫланине лайӑх асӑрхӑр. Ҫатан витӗр Макар крыльца ҫине хура явлӑк пӗркеннӗ хӗрарӑмӑн хура мӗлки тухса тӑнине курчӗ. Сӑввисем лайӑхах пулнӑ унӑн. — Мӗн пулса иртнӗ кунта, Марко чорбаджи? — ыйтрӗ Онбаши. Картишӗнче, крыльца патӗнче тата чӳречесем умӗнче, хӗрсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, хӑшӗсем лаҫран тухса пӑлтӑра чупа-чупа каҫаҫҫӗ. Инкеке пула тата тимӗрҫ лаҫҫи патне шӑнкӑравлӑ тройка кӗрлеттерсе ҫитрӗ. Тухатӑп. — Эпӗ турра ӗненместӗп. Эпӗ ҫав вырӑнта хӗвел епле тухнине темиҫе вунӑ хут та курнӑ, яланах вара ман умра ҫӗнӗ тӗнче, ҫӗнӗ майлӑ хитрескер, ҫуралса тухатчӗ… — Шель пулнӑ-и сире арестантсем? Приклачӗ шапӑрах саланса кайрӗ, Винтовкӑн ванчӑкӗсем сад хыҫне вӗлтрен ӑшне сирпӗнчӗҫ. — Эпӗ, Корчагин юлташ, Евпатори ваннисем сирӗн чире татӑклӑнах ҫӑмӑллатса, эсир кӗркунне каллех ӗҫе тытӑнма пултарасса шанатӑп. Клавдия Михайловна алӑк патнелле хуллен, опытлӑ медицина сестрин никама илтӗнми, асӑрхануллӑ уттипе утса кайрӗ. Ҫамрӑк Поднебеско, уйрӑммӑнах унӑн арӑмӗ, ҫак ту ҫинчи пӗр пӑсӑк ҫанталӑксенче кӑна ӳссе ҫитӗннӗ йывӑҫа питӗ аса илтернӗ. Пӗлетӗн вӗт.. Атьӑр! — Вӑл ӗнтӗ, паллах, майлах мар. Наталья хӑш чухне упӑшки ун ҫине тарӑхса, ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче пытанса тӑракан темле япалана курма кансӗрленӗ пек, пӑхнине туйнӑ. Халь мӗн вара? — Кирек мӗн тӑвӑр эппин, — терӗм эпӗ, тухса кайма хатӗрленсе. Чей чашкине поднос ҫине лартрӗ, кӗнекине сӗтел ҫине пӑрахрӗ те, алӑ тупанӗсене пӗрле тытса, мӑн ҫыннӑн ҫӑра сассипе сӑмахлама пуҫларӗ: — Мӗнле тӗлӗнмелле ача эсӗ… Мӗн тума? — ыйтрӗ хохол. — Половцев юнпа тӑртанса шыҫӑннӑ чышкисене кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртать, чӗрнисем алтупанне касса кӗреҫҫӗ. Епле вӑрттӑнра тытӑн-ха ӑна, намӑса пӗлмен Лушка ҫакна пытарма мар, юри куҫ умне кӑларма тӑрӑшнӑ пулсан. — Вӑрҫӑ, шуйттан илесшӗ. Вӑрҫӑра эпӗ контрасене Лушка куҫӗсемшӗн аркатнӑ-и? Ана ниепле те ӑнланса илейместӗп, вӑл ҫирӗп тӑрать. — Акӑ мӗншӗн, сэр; эпӗ ҫакна, эсир каланӑ пек каласан, чаплӑ япалана, Елена Николаевнӑна менельник кунӗнче парнелесшӗн. Пасарсенче калаҫакан сӑмахсен словарьне уҫкаласа пӑхсан, эсир ӑна хӑвӑрах курма пултаратӑр: «Vachard» тенӗ унта. Ку таврари тусенчен пӗрин тӑрринчен кам та пулин ҫак халӑх кӗтӗвӗ ҫине пӑхас пулсан, ҫакӑ вӑл, чавсанай умӗнчи ҫул ҫине тӑсӑлса выртнӑ тем тӑршшӗ тискер кайӑк е ҫӗлен, тенӗ пулӗччӗ, — вӑл тӑсӑлса выртнӑ та — тапранмасть, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ хӑйӗн тӗрлӗ тӗслӗ хупписене хускантарса илет. Кӗлмӗҫ хӗрӗн юлашки сӑмахӗсем пӗр чарӑнма пӗлмесӗр ун хӑлхинче янӑранӑ, ӑна хӑйне те унта чӗннӗ пек туйӑннӑ… — Ҫитӗ, тусӑм… Танкист, малтанхи пекех, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах ӗлӗкхи пек тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртмарӗ. Граждан вӑрҫинче мана юнкерсем хытӑ хӗнерӗҫ, анчах ним ӗҫ те кӑлараймарӗҫ! Эпӗ Катьӑна аллинчен тытса тӑраттӑм, ку тӗлӗке ярасшӑн пулмарӑм эпӗ, анчах чи хӑрушши пулчӗ те иккен, хама вӑратмаллахчӗ ӗнтӗ манӑн. Йӗмӗм чӑнах та ӑмсанмаллиех марччӗ — вӑл кӗске те марччӗ, вӑрӑм та марччӗ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче саплӑк лартнӑччӗ, Николай Антоныч вара шкул заведующиччӗ, хӑрасах тӑмалли ҫын ҫав. Хӑй аллине вӑл хут ҫӗленӗн кантрипе илнӗ те, пӗр коридорӗ тӑрӑх хыпашласа, тӑватӑ уран упаленсе аялалла анма пуҫланӑ, хӑйне хырӑм выҫҫнйӗ тата ҫывхаракан вилӗм ҫинчен шухӑшлани аптӑратса ҫитернӗ. Татьяна пуҫне сулкаласа илчӗ те:— Часах акӑ эпир пурте пӗтетпӗр, — терӗ. Сасартӑк ун пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса ҫапрӗ: чирлесе ӳксен, пит авам пулӗччӗ, вара вӑл шкула та каймӗ, килӗнче ларӗ. — Эпӗ нимӗн те пӗлмен! Татариновсен килӗнчи улшӑну маншӑн чикӗсӗр кӑмӑла каймарӗ. Каллех хӑвӑртрах. Анчах халӗ эпир, эпӗ тата пирӗн корпус, Венгрире ӗнтӗ. Эпӗ хамран хам ҫапла ыйтрӑм: хӑш ямшӑк кӳме ҫинче тата хӑшӗ ҫӑмӑл урапа ҫинче ларса пырать-ши? Хулара погром пуласси ҫинчен хыпарсем сарӑла пуҫларӗҫ. Вӑл хыпарсем пӗчӗккӗ, лутра, чалӑш чӳречеллӗ, ҫырма хӗрринче темӗнле майпа тытӑнса тӑракан еврей ҫурчӗсене кӗре пуҫларӗҫ. Пӑх-ха, тӗрлӗ поговоркӑсем мӗн чухлӗ: «Быт бы сват насквозь свят, кабы душа не просила барыша». Лось куҫӗсене уҫрӗ. Унӑн ҫӗнӗ кӑвак сӑхманӗ курпунӗ ҫинчен ӗнси ҫинелле кулӑшла хӑпарса кайнӑ, чарӑлса кайнӑ кӑвак куҫӗсем Наталья ҫине ҫав тери тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Вӑл, халех ирӗлсе кайса, хӗр куҫран ҫухаласран хӑраса ларнӑ пек туйӑнать. Эпир кӗтӗмӗр. Унӑн хӑйне хӑй тыткалани те нумай енчен килӗшӳсӗр евӗрлӗ пулнӑ; упӑшкине тӗрӗссипех иккӗлентерме пултарнӑ, ҫырӑвӗсене вӑл пачах ют ҫын патне ҫырнӑ. — Ҫук, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп! — тесе кӑшкӑрать. Калинин ячӗпе тӑракан колхозпа тинӗс ҫыранӗ хушшинчи кивӗ паркра вӑрҫӑччен санаторисен илемлӗ ҫурчӗсем ларнӑ. Марья Кириловна ыйтнипе вӑл Кирила Петрович каҫпала Арбатовӑна кайни ҫинчен тата унтан сӗм ҫӗрле тин тавӑрӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ; кайиччен вӑл — хӗре пӳлӗмрен кӑлармалла мар, тата унпа никама та калаҫтармалла мар, тесе ҫирӗп приказ парса хӑварнӑ; горничнӑя хӗр тата туя хатӗрленни питех палӑрманнине, пупа ялтан ниҫта та тухса кайма хушманни ҫеҫ теме пӗлтерни ҫинчен каласа пачӗ. — Марин пичче, ҫак тикана эс хуралласа тӑр! — хушрӗ Огнянов пӗр ватӑрах пӑлхавҫа. — Тӳрех калас пулать, эсир географине питӗ нумай пӗлеттӗр. Ҫавӑнпа Мак-Набс темӗн тусан та сире такӑнтараймӗ. Вӑл вилӗм ҫине кӗниех пулать. Манӑн упӑшкана «прокурор юлташӗ» теҫҫӗ. Нимӗн калама пӗлмен княжнана хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытрӗ, пӑтранчӑк хӑмӑр куҫӗпе ун ҫинелле пӑхса, хӑрӑлтатакан ҫинҫе сассипе:— Пермете… ну, мӗн калаҫмалли пур унта!.. Веранда кӗтессинче, пӗчӗк ҫеҫ телефонпа юнашар, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан йӗс шӑнкӑрав, сиккелесе, стена ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна, тӳсме ҫукла шӑнкӑртаттарать. Сан чышкусем медицинӑпа, нервсемпе ним чухлӗ те ҫыхӑнман!» Хозяйка ӑна, кӗрхи ҫанталӑкра ирех тухса уҫӑлса ҫӳрени ҫамрӑк хӗр сывлӑхӗшӗн сиенлӗ тесе, ятласа илнӗ. Ҫак илемсӗр пит, хытса ларнӑ пекех, нимӗн хускавсӑр тӑнӑ, ҫаврашка куҫӗсем анчах, пӗчӗккӗ те сивӗскерсем, витӗр илекен чее кулӑпа йӑлтӑртатнӑ. Ыйтас килет, эп айӑплӑ-и-ха ӗнтӗ? Мистер Дэнс лаша ҫинчен анчӗ те мана пӳрте ертсе кӗчӗ. Старик ӑна хулӗнчен тытса силлет те силлет, анчах Марыся сикмест, куҫне уҫмасть, анчах ал лаппине хӗрӗн тутисем патне илсе пырать те хӗрӗ сывланине туять. Анчах малта уншӑн хӑй мӗн кӗтни пулман. Вудли Пойндекстерӗн ҫемйинчи ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине темле пӗлмелле мар пӑхаҫҫӗ. — Эсӗ ана пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ, Яков тӑруках ҫавӑн пек шут тытнинчен тӗлӗнсе. Сасартӑк кӑшкӑрни илтӗнчӗ: ҫӑхан малалла ыткӑнчӗ, вӑйӑ картинчи хӗрсенчен пӗрне ярса илчӗ; Левко сисрӗ: хӗре тытаканни чӗрнисене кӑларнӑнах туйӑнса кайрӗ ӑна. Сӑн-питӗнче те унӑн хӗпӗртенине палӑртакан сивӗ кулӑ ҫиҫсе илчӗ. — Тӗлӗнсех кайӑн ҫав! Юрта тӑвар пур тесе Петька калатчӗ-ха. Хӗр чӳрече умӗпе пуҫне пӑрмасӑр, аллисемпе пӗр тикӗс те вӑйлӑ сулласа, леш казак хӗрӗсем ҫӳрекен уйрӑммӑнах вӗҫкӗн те маттур утӑпа утса пырать. Вӑл старик ҫине тӗм хура куҫ хӳрипе кӑна васкамасӑр пӑхса илчӗ. Шурӑ та тасаччӗ эпӗ, ҫынсем умне тӑма та лайӑхчӗ, анчах халӗ… — Йӗретӗп те! Ӑна лӑплантарса пырас майпа Гленарван пӗр сӑмах та калаймасть. Король ларас тенӗ чухне вӗсенчен иккӗшӗ, ҫӗрелле пӗшкӗнсе, уншӑн сак пулса тӑнӑ, ыттисем ун ури айне хӑйне евӗр хура кавир пулса выртнӑ. Рене-Жан! — Мӗн эсӗ? Пузыревский, маузер кобурине хыҫалалла шутарса йӗнер патне Корчагинпа юнашар пырса ларчӗ. Фургонсем каллех малалла кайрӗҫ. — Мӗншӗн тесен, тӑванӑм, хам асӑрханӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем хушшинче пӗр кӑнттамсем кӑна ирӗклӗ шухӑшлаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗнмелле этем ҫакӑнпа кӑмӑллӑ пулчӗ-ши? Тур ҫырлах, сире мӗн пек кӗтеҫҫӗ! — терӗ. — Ахаль те эпӗ сана урӑхран курасса шанмастӑп. Эпӗ хӗрне сана валли ҫавӑратӑп тесе суйса кӑтартнӑ ӑна, — терӗ старик пӑшӑлтатса. Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ ӑна маларах мӗн пирки ӑнлантарса пама шутлани ҫинчен тепӗр хут каласа патӑм. Вӑл хӑранипе ӑнран кайса ӳкесси патне ҫитни те пулнӑ: пӗррехинче, ирпе, вӑл фабрика картишӗнче ӳлени, кӑшкӑрни илтӗннипе вӑранса кайрӗ; пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ те, складӑн шап-шура, яка стени тӑрӑх мӗлкесен чарусӑр ушкӑнӗ чупса пынине курчӗ: вӗсем сиккеленӗ, аллисемпе сулкаланӑ, пӗтӗм склад ҫуртне ҫӗр тӑрӑх шутарса пынӑ пек туйӑннӑ. «Мӗн пек вӑл, ватӑла киле!.. — мӑкӑртатрӗ Каленик, сак ҫине выртса. Малта линире тӑракан Озеров полкӗ иккӗмӗш ире, — ноябрӗн 7-мӗшӗнчи уяв кунхи ире, — канӑҫсӑррӑн пӑхса илчӗ: дивизи тӑракан участока нимӗҫсем ҫав кун килсе ҫапма шутланине пурте пӗлсе тӑнӑ. — Вара ӑна ҫынсене кӑтартса памалла-и? Тыткӑна-и? Акӑ пирӗн каллех княҫ пулать, вӑл та султтан пекех-ҫке, унран кӑшт кӑна кӗҫӗнрех, чиновниксем яланхи пек ҫаратнипе ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, манахсемпе пупсем пирӗн шутпа ҫу хываҫҫӗ, салтаксем тесен, вӗсем халӑх пурӑнас сӗткенпе пурӑнаҫҫӗ! — «Эпӗ, сӑмахран, ҫакӑн ҫинчен коменданта пӗлтерме шухӑш тытсан?» — терӗм те эпӗ, хаярланнӑ пек пулса, ун ҫине шӑтарас пек пӑхса илтӗм. Вӑл тусӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех кала-кала кӑтартрӗ (эпир час-часах, пӗр-пӗр ҫынна юрас шутпа, унпа калаҫнӑ чухне хамӑр юлташа мухтатпӑр, ҫапла тунипе, ҫав хушӑрах, хамӑра хамӑр мухтанине туйманпа пӗрех пулатпӑр), вара, сайра хутран ҫеҫ Еленӑн шурӑ пичӗ хӗрелсен, куҫӗсем ҫуталса пысӑклансан, хӑй тӳссе ирттерекен лайӑх мар хуйхӑ унӑн чӗрине чӗпӗтет. Малти лини тӑршшӗпех шӑп ӗнтӗ, фронтри шӑплӑх, кун пек чух таҫти сасӑ та илтӗнмелле. Анчах Давыдов Молчунпа сӑмах ҫыхӑнтараймарӗ, — лешӗ, нимӗн чӗнмесӗр-тумасӑрах арпалӑха кӗрсе кайрӗ, Давыдов вара, ӑшӗнче хӑйӗн завхозӗн пуҫарулӑхне ырласа, кӑнтӑрлахи апат ҫиме утрӗ. Вӑл мана тахҫантанпах ӗнтӗ ҫапла калать: «тӑванӑм, мӗн санӑн пуҫу яланах анкӑ-минкӗ ӗҫлет? Хӑйӗн вӑкӑрӗсене хӑех тӑрантаракан, горючи ыйтса тӑмасӑрах хӑйӗн мотоциклӗсемпе автомобилӗсене хӑй заправлять тӑвакан, боеприпассемсӗр пуҫне, урӑх нимӗн те ыйтман, пӗр чарӑнса тӑмасӑр малалла та малалла, вӑрҫӑ вӗҫнелле ҫине тӑрса, питӗ хӑвӑрт куҫса пыракан ҫак ҫарпа мӗнле пехота танлашма пултарӗ-ха? Мӗншӗн каясшӑн пулнӑ-ха вӗсем? Кулаксем пур пулсан вара, ну, мӗнех-ха кулаксем? Белл адвокат ӗҫпе Луисвила тухса кайнӑ. Хӗрӳллӗн чӑшӑлтатса, шурӑ ракета сывлӑшра ҫурункӑ туса илчӗ. Пӑшаллисем ҫулӑм икӗ енче тӑрса темскер кӗтеҫҫӗ: пурте вӗсем пӑшал кӗпҫисене туратсем хушшине чиксе янӑ та ҫул ҫинелле тӗлленӗ, пӳрнисене туртса хунӑ куроксем ҫине пуснӑ. Сулахай шухӑшлӑ итальянецсем сулахай чехсемпе е французсемпе ҫывӑхланаҫҫӗ. — Ҫитет сире хуҫкаланма! — кӑшкӑрчӗ Николай Артемьевич тарӑхса. Хӑшӗ-пӗри халӗ паллах мар-ха, тӗл-тӗл ҫипписем татӑлса каяҫҫӗ, анчах вӑл нимех те мар. — «Апла-тӑк, турӑ пулӑштӑрах, яра пар». Англи хаҫачӗсем Ҫӗнӗ Зеландирен хӑрушӑ хыпарсем илме пуҫланӑ, ҫавӑнпа правительство «Ҫӗр лигин» ӗҫӗсемпе пикенсех интересленме тытӑннӑ. — Ҫу-ук, ун пек мар, — тенӗ теприсем, — ангелсем ҫав ҫутӑ япаласене сӑра пичкине нӳхрепе кустарнӑ пек тӳпе тӑрӑх кустарса ҫӳреҫҫӗ! — тенӗ. — Мӗн, чакрӗҫ-им? — ыйтрӗ Гальцин. Анчах ӑна ҫак та лӑплантараймарӗ. Чӗри ун хуйхӑллӑ сисӗм-туйӑмпала тулнӑ, — вӑл ашшӗ виличчен киле ҫитеймӗп тесе шикленет, ялта хӑйне салхуллӑ та кичем пурӑнӑҫ: сӗмлӗх, ҫын ҫукки, чухӑнлӑх, хӑй ним пӗлмен ӗҫпе аппаланасси кӗтсе тӑни ҫинчен шухӑшласа пырать. Батарейӑна пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн каялла, блиндажа таврӑннӑ чух, Калугин тӗттӗм ҫӗрте хӑйӗн ординарӗсемпе вышка ҫинелле хӑпаракан генерал ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Иван Никифорович картишӗнче те ҫав майлӑ хускану пулса иртнӗ мӗн. Халь вӑл гусара качча тухасси ҫинчен ӗмӗтленмест ӗнтӗ, юрӑҫӑ е музыканта качча каясшӑн, ҫак тӗллевпе пикенсех музыкӑна вӗренет. Юбка тӑхӑннӑ сатанасем! Король утравпа пӗрле хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫӗршывсем ҫийӗпе вӗҫсе ҫӳренӗ. Хӗрарӑмсем уйрӑмах ҫивӗччӗн ун майлӑ тӑчӗҫ. Тунмарӑм: «Эпӗ, аннеҫӗм», — терӗм. — Мана-и? Эпӗ вӑл каланине ӗнентӗм, ӑна шел туйӑнса карӗ мана, эпӗ вӑл хӑйне хӗнекен хӗрарӑмпа выҫӑллӑ-тутӑлла пурӑннине пӗлеттӗм. Хуланалла кӗрекен шоссе пушах тӑсӑлса выртать. Енчен, ҫак эрнере ҫумӑр пулмасан… шӑтса тухмасран хӑратӑп. Эпӗ ҫав «чуна лӑмплантармалли ҫуртсенче», пӗр тенкӗлле хӗрарӑма ҫӗр каҫмаллах илме пулнӑ вырӑнта, манӑн юлташсем хӑйсене именерех, айӑпа кӗнӗ пекрех тыткаланине кураттӑм, — мана кунтан ним тӗлӗнмелли те ҫук пек туйӑнатчӗ. Пӗлсе кил-ха, ӗҫ мӗнле пырать унта, тет. Унта пӗр чӗре ӳсентӑран, пӗр симӗс курӑк, пӗр симӗс ҫулҫӑ та юлман. Тен, Негоро, ӑна тытса силлесе, ӑна ҫыхнӑ ку таранччен хусканма та паман вӗренсене кӑшт пушатрӗ? Эпӗ ҫак сӑмахсенче хамшӑн питӗ кирлӗ япала пуррине туйса, вӗсем ҫумне ҫирӗппӗн ҫыпӑҫрӑм, анчах йӗркеллӗн ӑнлантарса панине илтеймерӗм. Каҫса кайрӑмӑр-и? — ыйтрӗ Андрей, типсе кайнӑ тути хӗррисене аран ҫеҫ хускатса. Умрихин тӳрленсе тӑчӗ те аяккалла пӑхрӗ. Ун патӗнче сасартӑк Озеров капитанӑн ҫӳлӗ те йывӑр кӗлетки курӑнса кайрӗ. Вара ватӑ сунарҫӑ ҫак усал ӗҫе тунӑ ҫыннӑн каялли йӗрне шыраса утнӑ. — Хӑҫан паратӑр эсир мана вӑл аллӑ франка? — Мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр-ха эсир, Марья Ивановна? — Питӗ аван. Манӑн сӑн хуйхӑллӑ пулма пултарни ҫинчен эпӗ шухӑшламан та. Кӑҫалхи ҫул ку сӑвӑс пуҫласа тытнӑскер. Тӗрӗсех ӗнтӗ ку, крещени каҫ вут хыпса илнӗ пирӗн ҫурта… Ку Грюнманский господин нимӗҫсем пурӑнакан Цинциннатирен килчӗ; унта вӑл Грюнман ҫеҫ пулнӑ пулмалла та, Боровинӑра, таварӗсем лайӑхрах кайччӑр тесе пулӗ ӗнтӗ, тата «ский» хушса хунӑ. Куратӑр ӗнтӗ, совет хресченӗ вӑл — пӗтӗмпех ҫӗнӗ хресчен, унашкаллине этемлӗх историйӗ ку таранччен пӗлмен. Анчах шухӑшӗсенче унӑн нимӗскерле палӑртса хунӑ туйӑмлӑ тӗллев ҫукчӗ, — ӑна, пӗр хӗрарӑм тиркенӗскере, ҫак нимпе хупланман, уҫӑлчӑк та ансатлатнӑ юрату ытамне пурӗ те, ывӑннӑ та шӑнса ӗнтӗркенӗ вӗҫен кайӑксене сивӗ каҫ маяк ҫути патне туртнӑ евӗр, пӑхӑнтаруллӑ, ӑнсӑртла вӑй ҫех сӗтӗрчӗ. Алексей хӑйӗн урисем малтанхинчен ҫӳлерех ыратнине, тата малтанхи пек вӗриленсе, туртса мар, темле мӑкан, сӳрӗккӗн, чӗркуҫҫисенчен ҫӳлерехрен кантрапа пӑвса ҫыхса лартнӑ пек ыратнине туйрӗ. Вара ӑна татах тепӗр хут ҫав вӑйя пӑрахма хушрӑм, анчах вӑл ҫав кунах трактиртен вӗри шыв илсе тавӑрӑннӑ чухне эпӗ вӑл тин ҫеҫ илнӗ кӳршӗ приказчикне ҫапла ӑс панине илтсе юлтӑм: — Эсӗ ӑна вӗрент Псалтирь вӑрлама — часах пирӗн Псалтирьсем килеҫҫӗ, виҫӗ коробка… Николай Артемьевичӑн ырӑ кӑмӑллӑ арӑмӗ, ҫемҫе пукан ҫине таянса, одеколонпа йӗпетнӗ тутӑр шӑршласа ларать; Николай Артемьевич хӑй камин патӗнче тӑрать, пур тӳмисене те тӳмеленӗ, ҫӳлӗ те хытӑ галстук тата крахмалпа шуратса хытарнӑ ҫухалӑскер, темле парламент ораторӗ евӗрлӗрех курӑнать. Манӑн пӑртак пур. — Нихӑҫан та пулман?.. — пӑшӑлтатрӗ Дик. Инсаров ҫаплах диван ҫинче выртать, анчах, куҫне уҫмарӗ пулсан та, ҫывӑрса каяймарӗ. Йывӑҫсем хушшипе эпир аран-аран иртетпӗр, хӑш-пӗр тӗлте ҫыхланса яваланса ӳсекен вӑрман иҫӗмӗн ҫӑра аври витӗр тухма ҫук пирки, каялла тухса, урӑх ҫул шырама тивет. Пурте пӗлеҫҫӗ, сенаторсемпе аслӑ палатӑсен членӗсем час-часах ытла нумай сӳпӗлтетеҫҫӗ, вӗсем кӗске турталлӑ пулса часах хирӗҫсе каяҫҫӗ, вӗсен тата ытти ҫитменлӗхсем те пулаҫҫӗ. Вӗсем пуҫа ыраттаракан тӗрлӗ чирсемпе, уйрӑммӑнах чӗре чирӗсемпе, икӗ алӑри, уйрӑммӑнах сылтӑм алӑри нервсемпе мышцӑсене хутлатса лартакан асаплӑ чирсемпе тертленеҫҫӗ. — Иван Захарычпа? — пӳлчӗ Цимбал. Хӗр ним вырӑнне те хуман пекле шатраллӑ питне пӗркелентерсе илчӗ. — Ку эпӗ, — пӑшӑлтатрӗ казак. Килограмм чӗрӗ виҫешӗн мӗн чухлӗ тӳлетӗр эсир? — Эсир сунарҫӑ мар-и? Выҫӑ ҫын вӑл — вӑрманти кашкӑр, кирек ӑҫта та каять; тутӑ ҫын — валашка умӗнчи сысна, ӑна вырӑнтан та хускатаймӑн. Фома чунӗнче типӗ те тӗттӗм пулнӑ: тӑлӑх-туратлӑхӑн ҫӳҫенчӗклӗ туйӑмӗ унӑн чунне ҫавӑрса илнӗ… Хулӑн тутисене кӳренӳллӗн тӑсса, куҫӗсене чарса пӑрахса, штоф юбкин малти аркине ҫӳллӗ ҫӗклесе, Барская, ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ пек, иккӗмӗш хута, Ульяна патне хӑпарать те ӑна хӗрӗн пурнӑҫӗнче малашне мӗн пуласси ҫинчен калама тытӑнать: — Ытла савӑнӑҫлӑ сан хӗрӳ, йӗркеллӗ мар вӑл, йӑларан тухать. — Полковник хӑҫан приказ пачӗ, сержант. Чылай вӑхӑт иртнӗ пулӗ. Мӗн пулнӑ-ха вӗсене? — Пӑх, Том, часрах пӑх: кам ҫине пӑхса улать вӑл? Чылайччен шаккаса тӑчӗ вӑл, анчах хӑйне хирӗҫ никам та чӗнменнине кура, ҫаврӑнчӗ те калинкке патнелле утрӗ. «Хуҫисем хулана кайман пулӗ те?» — ыйтрӗ вӑл кӳршӗ ҫыннинчен. Сан алӑра пӗтӗм колхоз тилхепи-ҫке, сана халӑх пирӗн колхозӑн пӗтӗм хуҫалӑхне тытса пыма шанса панӑ. Кукамайӑн мӑйӗ ҫинчех Сашӑн аппӑшӗ те ҫакӑнса тӑратчӗ, вӑл хӑйне хӗнекен, килтен те хӑвала-хӑвала кӑларса яракан ӳсӗр мастеровоя ӑнӑҫсӑр качча кайнӑччӗ. — Ҫапла, аван! — хирӗҫ тавӑрчӗ Николай, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа. — Района вара хӑҫан? — ыйтрӗ Лушка. Унтан тӑчӗ те вӗлернӗ тухтӑрӑн ӳтне хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ. Ун ҫине пӑхса илчӗ, унтан тӗтреллӗ куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхкаларӗ те метис хӑйне сӑнанине курах кайрӗ. Яков сылтӑм аллине хускатма пултараймарӗ, анчах, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса лартса, поручике сулахаййипе тӗртрӗ; вӑл мӗкӗрчӗ, ӑна намӑс пулчӗ, ун питҫӑмартийӗсем тӑрӑх кӳренӳ куҫҫулӗсем юхрӗҫ. Урок интереслӗ-ҫке-ха, эпӗ алӑк хыҫӗнчи урайне ларса, итлеме пуҫлатӑп. Вӑл ӑна шанса сава пуҫланӑ, ҫывӑхран ҫывӑх хӑнӑхса пынӑ. Казаксем службӑра: кордонсенче тата походра; стариксем сунарта е пулӑра ҫӳреҫҫӗ, е хӗрарӑмсемпе пӗрле сад пахчисенче ӗҫлеҫҫӗ. Шевалье хуҫан таччӑн хупса лартайман чӳречисенчен пӗринче тахҫанах сӳнме тивӗҫлӗ ҫутӑ курӑнать. Унтан вӗсем ерипен, хӑраса, Алексей патнелле ҫывхарма пуҫларӗҫ. Говэн унӑн планне аркатса тӑкрӗ. Инҫӗшне виҫме меллӗрех пултӑр тесе, ученӑйсем Ҫӗрпе Хӗвел хушшине — 150 миллион километра — астрономин пӗр единици тенӗ. Ҫыхасса ӑна хытӑ ҫыхнӑ пулнӑ, вӑл аллипе те, урипе те тапкаланма пултарайман. Ун тӑршшӗ, кивӗ системӑллӑ телескопсемпе танлаштарсан, чылай кӗске, ҫавӑнпа та унпа усӑ курма лайӑхрах. Городничий хӑнисем ҫав вӑхӑтра Иван Никифорович пырса кӗрессе тата ҫак икӗ хисеплӗ ҫынна пӗр-пӗринпе мирлештерес самант ҫитессе пурте пӗр шухӑшпа чӑтайми кӗтсе ларнӑ; нумайӑшӗ тата Иван Никифорович вуҫех килмӗ тесе те шутланӑ. Вара вӑл икӗ вӑйлӑ ҫын ҫӗклейми йывӑр михӗсене маттуррӑн ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ. Шел, вилсе кайрӗ, атту халӗ те хӑй сӑмахне ҫирӗплетсе парӗччӗ, ҫӳлти патшалӑхра ырлӑх пултӑр ӑна! Том хӑйӗн тӳмине тытса турткаларӗ, судья ҫине айванла пӑхса илчӗ те, хӗрелсе кайнӑскер, пуҫӗне аялалла усрӗ. Ташланӑ май хашкакан пулчӗ, куҫӗ тӗттӗмленнӗ пек пулчӗ, ҫурма уҫӑ тутипе вӑл аран-аран: «Тавтапуҫ сире», — тесе пӑшӑлтатрӗ. Эпӗ хыҫалалла шикленерех тинкерсе илнине курсан, хушса хучӗ: — Тем мар, тем мар, хӑлхи кӑшт хытӑрах унӑн, илтмест. — Хӑш чухне сан пуҫа питӗ ӑслӑ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ! Вӑл кула-кула илчӗ, ҫынсен аллисене чӑмӑртарӗ, пуҫ тайрӗ, пырне лайӑх ҫутӑ куҫҫулӗ пӑчӑртарӗ, ывӑннипе урисем чӗтрерӗҫ, анчах савӑнӑҫпа тулнӑ чӗри, пурне те хӑй ӑшнелле туртса илсе, унӑн кӑмӑл туйӑмне ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗ пек палӑртса тӑчӗ. Ваше превосходительство, вӑл мӗнле ҫӳренине пӗлме пулмасть-ши? Поддубецра вӗсен кашнин хӑйӗн ӗҫӗ пур. Парӑр! Старик татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫатан карта ҫумӗнче автансем кӑкӑрпа кӑкӑр пырса ҫапӑнчӗҫ, тытӑҫса ӳкрӗҫ, пӗрин киккирикӗнчен юн пӗрхӗнсе юхса анчӗ, теприн пӗсехинчен пӗр ывӑҫ чухлӗ тӗкӗ ҫӑлӑнса тухрӗ. Капитан Смоллетт ура ҫине тӑчӗ те, чӗлӗмӗнчи тапак кӗлне сулахай алли тупанӗ ҫине шаккарӗ. Ӑнланатӑн-и? Куҫхарши урлӑ каҫакан пӗчӗк ҫӗвӗк ун сӑнне пӗртте пӑсмасть, тата ытларах аванлатать ҫеҫ. Унтан вара, ху мӗнле ҫулпа каяс тетӗн, ҫавӑнпа кайса Астилье вӑрманне кӗретӗн. Эсӗ унта Мускетон тесе чӗнекен кукӑр ураллӑ ҫынна курӑн. Вӑл хаяр ҫын. Шӑнкӑравлӑ сехет тӗттӗм пӳлӗмӗн мӗнпур кӗтессинех хӑйӗн тимӗрле пакӑлтатӑвӗпе тултарса лартрӗ. Эсӗ, варвитти порошокӗ, мана мӗнле профессорсемпе тухтӑрсем сипленине пӗлетӗн-и? Анчах пурте курчӗҫ вӗт-ха, пурте. Кайӑрах, вӑхӑт ӗнтӗ. Ҫапла каларӑм-и эпӗ? Епле пырса кӗрӗ ӗнтӗ вӑл Камышина! Паян, кунта килнӗ чух, хурӑн хуппине вистекелесе хӑтланчӗҫ. Ҫук, маневра ӑнтарса пулмарӗ, мӗншӗн тесен ҫил сасартӑках чарӑнчӗ, судно сулӑмпа кӑна ишме пуҫларӗ. — А, Петр Андреич! — терӗ вӑл мана курсанах; — килӗрех, иртӗр, иртӗр! Петя Уралец чӗркуҫҫийӗ ҫинчи хуткупӑсне тӑсса ячӗ. Вӗсем мана курмаҫҫӗ, мана итлемеҫҫӗ. Мӗн тунӑ эпӗ вӗсене! Шалу та илетӗн, ӗҫӗ те ҫӑмӑл, нимрен те ытла — эсӗ ӗҫре пулатӑн. — Ав епле! — кулса ячӗ майор. — Паллах, пама пултарать, вӑл Деннине сахалах мар асаплантарӗ акӑ. Мӗнле аван Негоро Сан-Францискӑна ҫитейменни! Паллах, Уэлдон мистер арӑмӗпе ывӑлне тыткӑнран хӑтарма хӑйӗн пӗтӗм пуянлӑхне шеллемен пулӗччӗ. Ав вӑл, ҫар, пӗрмай килет! Пилӗк уйӑх иртсен, Амстердам утравӗ патне Ван-Димен ҫӗрне каякан «Хопп» ятлӑ судно килсе ларнӑ. Утмӑл секунда та иртес ҫук, «операци» пӗтсе те тӑрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн часах Том пӗр ҫамрӑк пария Гекльберри Финна, ҫав ҫӗрти ӗҫке ернӗ ҫын ывӑлне, тӗл пулчӗ. — Пулма пултарать. Ҫавӑн чухне ӗнтӗ «Эпӗ ҫынсенчен катӑк, анне те ман пирки вӑтанать» текен шухӑш манӑн пуҫӑма пырса кӗчӗ. — Ӑнланаймастӑп эп — ҫак мухтава тухнӑ вырӑс юррин илемне, — тенӗ лешӗ. — Эх, ҫутӑ тинӗс! Тунтикун шурӑмпуҫ килсен хуторти ватӑ кӗтӳҫ Агей мучи кӗтӳ кӗтнӗ ҫӗртех вилсе кайнӑ. — Николая-ши? Вӑл алӑк умӗнче кӑштах тӑчӗ те, темшӗн хӑвӑрт яра-яра пусса, кил картине тухса кайрӗ. Катьӑна та ӗҫе явӑҫма чӗнчӗҫ — вӑл стаканпа чуста ҫаврӑм-ҫаврӑм касмаллаччӗ. Ӗлӗкхи пекех унӑн куҫӗсем темле вылямасӑр, кӗленче евӗрлӗ ялкӑшса тӑнӑ, хӑрани палли халь те пичӗ ҫинчен кайман. Хӗллехи вӑхӑтра Клисурӑ, хай, пур енчен те хупӑрланса тӑнӑ май, кичем те салху кӗтес, анчах ҫуркунне ӑна ытарма ҫук — сулхӑнӗ те чуна канӑҫ кӳрет, уҫлӑхӗ те, ырӑ шӑрши те чӗрене ҫемҫетет. Ахальтен мар эп малтан хам пӳрт тӗлне ытла час ҫитнинчен тӗлӗнтӗм. Ҫапла. Пӗр ӑс лайӑх, икӗ ӑс тата лайӑхрах. Ҫакӑ — хулпуҫҫи урлӑ йӑмӑх хӑю ҫакнӑ, кӑкӑрӗсем ҫине орденсем тирнӗ, хатарлӑ сӑн-пичӗ ҫинче хуйхӑ палӑртса, тупӑк хыҫӗнчен утакан чаплӑ ҫынна курсан, Фома чунне, темӗнле, пӗчӗк ҫеҫ тутлӑ тумлам тивнӗ. Вара вӑл пуҫ купташки евӗр йӑваланӑ тӑма аллипе ҫапрӗ те, беседкӑран чупса тухса, хӑй пӳлӗмне кайрӗ. Акӑ вӑл Ромашовпа танлашрӗ те аллине карттусӗн сӑмси патне тытрӗ. Найденов ҫук-и? Ку мана пӑшӑрхантарма пуҫларӗ; ҫапах эпӗ крыльца патне йӑпшӑнса пытӑм та тӗттӗм пусма ҫине йӑпӑр-япӑр чупса кӗтӗм. — Ну, юрӗ, Джо, — эсӗ, Тук манах е мельник ывӑлӗ пулса, мана пуҫран чукмарпа та шатлаттарса хума пултаратӑн. Е, килешетӗн пулсан, эпӗ Нотингемри шериф пулатӑп, эсӗ пӗр минутлӑха Робин Гуд пулатӑн та мана вӗлеретӗн. Ҫапах та батарейӑри шофер «паян ирхине темӗнле корпусӑн штабӗ» Зиммеринг ҫывӑхӗнчи пысӑк ҫӑва патӗнче, ҫак вӗсем калаҫакан вырӑнтан пӗр виҫӗ километрта тӑни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кунта тӗлӗнмелли нумай пулкалать. — Эпӗ нимӗн те каламарӑм, сэр. Юрӑ сасси чарӑнчӗ. Ура сассисем, хавассӑн калаҫнисем илтӗнчӗҫ. Калӑр-ха, нивушлӗ ҫапла? Павел амӑшне питӗнчен кӑштах ывӑннӑ куҫӗпе лӑпкӑн та ачашшӑн пӑхрӗ. Пӗлетӗр-и, кусем ҫинчен эпӗ илтнӗ ӗнтӗ, ун пек каланисен хакне те лайӑх пӗлетӗп. — Акӑ мӗн, господин Гаррис, ӗҫ эпир пуринчен те лайӑхрах пулнинче мар, тен, эпир сирӗнтен те япӑхрах ҫиетпӗр пулӗ, анчах тахҫанах питӗ те питӗ нумаййишӗн эпир лайӑх пурнӑҫа тивӗҫлӗ. Ку вӑл турра — ыйту пани. — Тав тӑватӑп сана, ман патшам, мӗнпуриншӗн: сан юратӑвушӑн, сан илемӳшӗн, сан ӑслӑлӑхушӑн, — ун ҫумне, шерпетлӗ ҫӑлкуҫ ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех, тута-ҫӑварӑмпа сӗртӗнмешкӗн чармарӑн эсӗ мана. Турӑ сывлӑх патӑрах, лайӑх улпутсем. Ҫакна кала эсӗ мана! Эпӗ ӑна Синопа тесе чӗнетӗп. Чуптарӑр, кайӑк пек вӗҫтерер! Хӗле кӗреспе тарса пӗтеҫҫӗ, ӗнентерсех калатӑп сире. Пӗтӗм зоологирен сыпӑклӑ чӗрчунсен пайне ҫеҫ асӑнмарӑмӑр пулсан вара, Бенедикт пиччене ҫак пай пуҫӗпех ҫавӑрса илни каламасӑрах паллӑ. Анчах чылай дискуссиленӗ хыҫҫӑн, Окунев парӑнчӗ. Лачкам йӗпеннӗ тумтир йывӑр та сивӗ, анчах ҫынсем ҫанах та тӗттӗм пулсан тин ӗҫрен каяҫҫӗ. — Ӑҫтан вулатӑр? — Эп Атӑл ҫинче пулнӑ. Каҫхине бульвара та тухмарӗ вӑл. Унтан, вӑрӑммӑн сывласа ярса, каллех мана хирӗҫ ларчӗ. Унӑн куҫӗсем умне, темӗнле тӗтре витӗр, инвалид-перевозчикӑн кӑвак тӗслӗ илемсӗр йывӑҫ урисем тухса тӑчӗҫ, вӑл каллех ҫав инвалид тӑватӑ ураланса, аллисем ҫине тӗренсе, йӗпе хӑйӑр тӑрӑх шыв хӗрринелле упӑте пек упаленсе кайнине курчӗ. Алексей тӑрасшӑн — пултараймасть: ҫӗр ӑна хӑй патнелле туртать. Тепӗр ирхине, пӑртак ӑшӑтсан, вӑл каллех пусма ҫине тухса ларать. — Ырӑ ҫыннӑмӑр, эпӗ вилнӗ дофин! Ҫаран ҫинче чухнех ун патне пӗр хӗрача пынӑччӗ те, хӑлхинчен кӑна пӑшӑлтатса, тем каланӑччӗ. Эпӗ унпа пӗрле акара ҫуркуннеренпех ӗҫлерӗм, вӑл пуринчен лайӑх та пуринчеи нумай сухалатчӗ! Изьӑшӑн ӗҫни йӑнӑш туни пулчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫакна ответлесе Филиппов художнике, темле ҫивӗч сӑмахсемпе тапӑнса, ҫав сӑмахсенченех пӗр-пӗччен кӑна кулса, тӗлӗнмелле вӑрӑм сӑмах калать. — Анчах манӑн чӗре урӑххине калать, — Аэлита ҫӗкленчӗ те ҫыр хӗррипе утса кайрӗ, типӗ мӑк тӑлпамӗсене, вилнӗ тӗмсен турачӗсене пуҫтарать. Ҫавӑн пекех Грант капитан Кӑнтӑр Америкӑри индеецсен аллине тыткӑна лекме пултарни ҫинчен те пӗр сӑмах та асӑнмарӗ. — Ҫака Австралинчи масар пулать, — терӗ вӑл. Арӑслан таппа лекрӗ те каллех ирӗке тухса кайрӗ. Анчах вӑл каллех таппа килсе кӗчӗ. Ытла ырӑ ҫын Иван Иванович! — Эпӗ — авланнӑскер, — тесе аса илтеретчӗ Григорий. — Нихӑҫан та тупас ҫук ӑна эпир. — Анчах пӗр иккӗленмесӗрех калас пулать, акулӑн хырӑмне вӑл тӳрех эрех нӳхрепӗнчен кӗмен! Карӑнса та чӗтренсе, чӑпта унталла-кунталла туртӑнчӗ, ҫӑм миххине, Егорушка питне ҫапа-ҫапа илчӗ. Ҫулпуҫӗн тӑлӑх арӑмӗ тӗмеске патне ҫывхарчӗ. — Пулнӑ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче тавралӑх ҫав тери шӑп тӑрать, нумай-нумай ҫӑлтӑрсемпе акӑннӑ чӳхенчӗк сулхӑн тӳпе ҫав тери чӗмсӗр — тӗнчере чӗрӗ пурнӑҫ ҫухалнӑнах туйӑнать. Эпӗ таврӑннӑ ҫӗре Кораблев диван ҫинче табак туртса ларатчӗ. — Ҫавна пӗтӗм хывӑххи витӗр пӗрчи таран туйса илме кирлӗ. Ман кунта шӑнсах вилмелле-и мӗн? — тесе кӑшкӑрса янӑ Ваҫили Андрейч. — Шубин йынӑшса куҫне чарса пӑрахрӗ; Берсенев ним шарламасӑр кулса ячӗ. Ҫапла хӑтланнӑ хушӑра вӑл пӳрнине ҫапса аркатрӗ, анчах унӑн пӳрни ыратмарӗ, вӑл хӑй пӳрни ыратманнинчен тӗлӗнсех кайрӗ. Вӑл Морис-мустангер айӑплине ӗненмен пулин те; тӗрӗсрех каласан, ҫавна пулас ҫук япала вырӑнне шутланӑ пулин те, пурӗпӗрех вӑл Морис-мустангер айӑплӑ пек пулнине хытах палӑртакан япаласем пур тесе шутланӑ. «Эс, мӗн теҫҫӗ, каланӑшӑн ан ҫилен те-ха… — терӗ тимӗрҫӗ, хӑй кӑштах шикленнине пытарма тӑрӑшса, — эп сана мӗнпе те пулин кӳрентерес тесе мар, ҫынсем ҫапла калаҫҫӗ, шуйттанпа кӑшт хурӑнташлӑ теҫҫӗ сана». Пӗлетӗп чакак хӑраххине! Эсир ҫынсем умӗнче те темскер персе ярӑр тата!… Ан шухӑшлӑр паян ун пирки… Нестеренко сӗтел хушшинчен тухрӗ, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ, аллисене шӑннӑ чухнехи пек сӑтӑркаласа, иккӗленсе хуравларӗ: — Ку епле-ха… Ҫак филесемпе гипюр пекскерсене — вӗсене эпӗ хам ҫыхнӑ, ҫак платйӗне — ӑна эпӗ хам пӑсса ҫӗленӗ, татӑк-кӗсӗксенчен тунӑ лапсӑркка ҫак тискер кавире… пӗтӗмпех ирсӗрлӗх, ирсӗрлӗх кусем! Пирӗн ҫӗршывра ытти ҫитменлӗхсем те ҫав тери нумай, вӗсене пула нихҫан сывалайми чирсем пуҫланса каяҫҫӗ. Урамра амӑшӗ, Людмила сахал макӑрнине аса илсе, ун ҫинчен:«Макӑрма та пӗлмест…» — тесе шухӑшларӗ. Ну, хулпуҫҫипе пӗр-ик хутчен питӗ вӑйлӑ кӑна тӗртсе илтӗм, алӑк питӗркӗчне ҫӗмӗртӗм, пӳрте чупса кӗтӗм те шӑрпӑк ҫутрӑм. Акӑ, эсир Елена Николаевна, Инсаровра ӑнланса илмелле марри сахал тесе шутлаттӑр: ҫынсем ҫавнашкал ӑнланса илмелле мар ҫӳрениех мӗне тӑрать? Вӑл двореца таврӑннӑ вӑхӑтра вӑйлӑ суту-иӳ пынӑ. — Ҫапла… пур ҫӗрте те шыв… — пӗлтернӗ Фома, хӑйӗн ботинкисем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа. — Эсӗ ҫул ҫухатрӑн-им, тусӑм? — тесе ыйтрӗ плантатор, хӑй тӑванӗн ывӑлӗ патне васкаса уттарса пырса. Упа вырӑнне Егорушка хура пӑнчӑллӑ хӗрлӗ фланель кӗпе тӑхӑннӑ сапаланчӑк ҫӳҫпуҫлӑ питӗ мӑнтӑр еврейкӑна курчӗ; комодпа вырӑн хушшинче вӑл аран-аран ҫаврӑнкалать, ҫавна май, шӑл ыратнӑ чухнехи пек, йывӑррӑн ахлата-ахлата илет. Мӗн пулӗ-ши? — тенӗ. — Епле ӗҫлеместӗн? Ӑҫта? Джемма ӑна васкамасӑр ответлерӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра пӗр вӑйлӑ алӑ ачан хӗрлӗ те шӑрт пек ҫӳҫӗсенчен ярса тытрӗ. — Ҫапла та пулӗ! Юлашкинчен эпӗ вӑрман хӗррине ҫитрӗм. Синопа амӑшӗ ачана алла илнӗ те, вигвамран васкаса тухса кӑшкӑрнӑ: — Шурӑ Кашкӑр! «Ку аппа аван ҫын пулмалла», тесе шухӑшларӗ вӑт хӑй ӑшӗнче. Унтан хӑюланса:— Халь мӗн тумалла манӑн, аппа, — тесе ыйтрӗ. Каларӗ те такӑнчӗ. Вӑл пӗр секундантпа ҫуран килет, мундирне хӗҫ ҫине ҫакнӑ. Ку — нумаях пулмасть чикӗре вилнӗ Павлов лейтенантӑн ҫурчӗ. Кунта ун арӑмӗпе пӗчӗк ҫеҫ хӗрачи пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем юланутпа мӗнле ҫӳрени, урисенчи мускулӗсем тӗреклӗ пулни, хулпуҫҫийӗсем ҫинчен ялтӑра серапэ усӑнса пыни, бархатран ҫӗленӗ шӑлаварӗсем, аттисем ҫинчи шпорӑсем, юлашкинчен тата, пуҫӗсем ҫинче хура сомбреро пулни, — ҫавӑ пурте вӗсем мексиканецсем пулнине е мексиканецсем майлӑ ҫӳреме тӑрӑшакан ҫынсем пулнине пӗлтернӗ. Хӑйӗн пӑрӗсене юхтарса кайнӑ ӗнтӗ вӑл, вӑхӑтран вӑхӑта кӑна, унта та кунта шурӑ саплӑк пек курӑнса, юлашки пӑр катӑкӗсем шӑваҫҫӗ, ирӗлсе ҫухалаҫҫӗ. Анчах малалла усӑнтарса ҫыхнӑ ҫурма пурҫӑн тутӑр хӳттинчен пӑхакан куҫӗсем унчченхинчен те ҫутӑраххӑн кулса хӗмленеҫҫӗ. — Йыт амине сутса ӗҫрӗм, ҫылӑхлӑ! — тет вӑл тепӗр хут. Вӑл ҫиленет пулас та, анчах хӑй ҫиленнине палӑртасшӑн мар. — Воропаев сире чӑн доверенноҫах панӑ пулсан, эсир банка кайса килӗр, — терӗ вӑл ӑна пӗррехинче, хӑйӗн шурхайнӑ та ӑслӑ тутисемпе ҫӑмӑллӑн кулса. — Сирӗн пӗтӗм ирӗклӗхӗр ҫавнашкал — вӑрӑ ҫинче вӑрӑ пурӑнасшӑн. — Унӑн упӑшки лайӑх ҫын-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ Ермолайран. Сӑмахран, майор та эпӗ… Ӗнер ирхине эпӗ лашасене кӳлме кайрӑм та, турӑ кӗсре ассӑн сывласа илчӗ те, мана этем чӗлхипе ҫапла калать: «Эх, Устин, Устин, колхоз пурнӑҫӗ мӗнле-ха ку! Вышний-Волочок станцийӗнче темӗнле кӑвак ҫӳҫлӗ те ҫамрӑкрах сӑнлӑ моряк мана ҫав ҫырӑва тепӗр хут калама хушрӗ. — Ан пӑшӑрханӑр. Ҫапла вӗҫленчӗ ҫак кун, иртен пуҫласа каҫчен отряд вунпилӗк миль кайрӗ. Тепӗр кун каҫчен нумай малтан ҫулҫӳревҫӗсем океан ҫывӑхрине тупрӗҫ. — Эпӗ, тӗрӗс шут пултӑр тесе, акӑ ҫакна та илетӗп, — терӗм эпӗ, клеенкӑпа чӗркенӗ хут ҫыххине илсе. Ҫакӑ мӗншӗн пулнине халӗ ӑнланатӑп ӗнтӗ… Маларах вӑт эпӗ — кун ҫинчен текех асӑнма та кулӑшла — эс мана уретникшӗн кӳреннӗ пулӗ тенӗ. Лешӗ каласа кӑтартнипе, винтсен кӗреҫисем авӑннӑ та ахтерштевене ҫакланнӑ, ҫавӑнпа та винтсене ҫавӑрӑнма памаҫҫӗ. — Сирӗн темле хутсемпе ҫырусем те сыхланса юлнӑ, теттӗрччӗ-ха эсир. Вӑрманта нимле сукмак та ҫук. Пире никам та илтмест пулӗ-ҫке? Эсир пирӗн ҫинчен илтнӗ-и? Эпӗ сана сасса хирӗҫ илтӗнекен сасӑ пек ответлетӗп: ӑҫта? Журнал страници ҫинчен Алексей ҫине ҫамрӑк офицерӑн палламан сӑнӗ пӑхнӑ. Вӑл ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ пӗчӗк усиллӗ, хӑлхи ҫинех пусса лартнӑ пилотки ҫине шурӑ кокарда ҫакнӑскер пулнӑ. Ун умӗнче вӗтӗ шпулькӑсемпе тултарнӑ ещӗксем пур, пуҫ тӑрринче шултӑра йӗкесем хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑраҫҫӗ. Чӗркесе чикнӗ шӑрпӑксене тӗрӗслесе пӑхса, вӗсем харпӑр хӑй вырӑнӗнчех иккенне пӗлсен, вӑл вӗсене шутласа вӑхӑта сая ямарӗ. Эпӗ ӑна тата тӗплӗнрех каласа парасшӑнччӗ, анчах хуҫа мана чарӑнма хушрӗ. Ирхине ирех, Павелпа Андрей тухса кайнӑ-кайманах, чӳречерен Корсунова пырса шаккарӗ те васкавлӑн кӑшкӑрчӗ: — Исая вӗлернӗ! Генерал раци тӑрӑх Волошин полкне каялла чакма приказ парасшӑн пулнӑ, анчах радист тем тӗрлӗ хӑтлансан та, Волошин рацийӗ сигналсене хирӗҫ чӗнмен. Хӑраса ӳкнӗ туземецсем хӑйсен хӳшшисене кӗрсе пытанчӗҫ. Касса йӑвантарӗҫ сана, ҫарамаслантарӗҫ, санӑн илемне — тураттусемпе хунавусене — пуртӑсемпе иртсе пӑрахӗҫ те хӑвна пӗве патне турттарса кайӗҫ, вара пӗве пӗвелекен вырӑна свай туса, ҫӗр ӑшне ҫапса лартӗҫ… — тесе шухӑшларӗ Яков Лукич, лаштра сарӑлса ларакан юманӑн тӑрри ҫине пӑхкаласа. Лось чарӑнчӗ, — куҫӗсем кӗленче евӗр, чарӑлнӑ: — Вӗсем унта — миллион-миллион, — терӗ вӑл ҫаврӑнса пӑхса, — вӗсем кӗтеҫҫӗ, вӗсен вӑхӑчӗ ҫитет, вӗсем пурнӑҫпа хуҫаланма пуҫлаҫҫӗ, Марс ҫинче сарӑлаҫҫӗ-тӗпленеҫҫӗ… Вӗсем ӗретӗн во-фронт тӑрса тухнӑ. Тумтирӗ унӑн яш сӑнне килӗшсе, илемлӗн курӑнать анчах мар, тата вӑл кӑнтӑрти климатшӑн та питӗ вырӑнлӑ иккен. Давыдов аллине вырӑн ҫинчи минтер айне чикрӗ те пистолет туртса кӑларчӗ. «Э, Одарка, — терӗ чиперкке Оксана, пӗр хӗр еннелле ҫаврӑнса: — Ҫӗнӗ пушмак тӑхӑннӑ-ҫке эс! Кометӑсем пысӑк планетӑсем ҫинче — Юпитер, Сатурн ҫинче пулса каяҫҫӗ текен шухӑш та пур. — Сысна витине. — Мӗнрен тытӑнӑн-ха, полковник? — пӗлме тӑрӑшрӗ вӑл, унтан, Воропаев именнине курмӑш пулса, хӑйне хӑех ответлерӗ: — Малтанлӑха сана ҫӗр каҫма вырнаҫсан аванччӗ. Тоня кӑшт шухӑшласа тӑчӗ, унтан ботинки сӑмсипе ҫул ҫинчи хӑйӑр ҫине темӗнле йӗрсем чӗркелерӗ, пуҫне ҫӗклесе, Виктор ҫине пӑхрӗ. Алексей хӗрсене ӑсатма кайрӗ-и? — Аминь, — терӗ лейтенант хулӑн сасӑпа, полковникпа унӑн пиччӗш ачи пуҫӗсене тайрӗҫ те, сӑхсӑхса илчӗҫ. — Ҫапла ҫав, вӑл тӗрӗс. Анчах ҫын ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ пулсан, Грассини паллах ӗнтӗ, ҫӗнӗ арӑслана пуринчен ытла хӑйӗн килӗнче кӑтартма тӑрӑшӗ. Акӑ, юлашкинчен, вӑл тӳпем вырӑна хӑпарса ҫитрӗ. Пуянсем пурте ӗмӗтсӗр. Температура эпир лавӑпа сланецсем хушшинче пынӑ чухнехинчен нимӗнпех те уйрӑм мар; анчах манӑн сӑмсана углевородӑн вӑйлӑ шӑрши вӑйлӑн пырса ҫапрӗ. Эй, турӑҫӑм, ҫав сӑмахсене ҫеҫ илтме тивнӗ-ши Лушкӑна, ун пек сӑмахшӑн вӑл ҫилленсех те каймасть, хӑй кӳрентернӗ хӗрарӑмсемпе тытӑҫнӑ чухне Лушкӑна унтан та ытларах каланӑ, лешсем ҫапӑҫма пӑхнӑ, тем те пӗр каласа хӑртнӑ, хытӑ ылханнипе ӑсран кайса, вӗсем хӑйсен упӑшкисене хӑйсем кӑна юратма тивӗҫ тесе шутланӑ! Костькӑна комсомолтан кӑларчӗҫ, коллектив бюровне тепӗр ҫӗнӗ юлташа, политҫутӑн ҫӗнӗ пуҫлӑхне Корчагина кӗртрӗҫ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра хӑҫанта пулин хӑйсен сӑмахне кӑшт пулсан та вырӑна хунӑ пеккине ачасем пӗрре те астумаҫҫӗ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кашни сӑмахнех, темӗнле ӑслӑлӑх вырӑнне хунӑ пекех, ҫынсем тӗрлӗ майлӑ каласа хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем мӗн тунине те питӗ паллӑ япала вырӑнне шутлаҫҫӗ. Ахаль япаласем ҫинчен калаҫма та, ахаль япаласем тума та вӗсем йӑлтах манса кайнӑ пек пулчӗҫ темелле. Вӗсен иртнӗ пурнӑҫӗнче темӗнле уйрӑмлӑхсем шыраса тупрӗҫ, ҫав уйрӑмлӑхсем вара вӗсем ахаль ачасем маррине лайӑх кӑтартса параҫҫӗ пулать. Каллех хура шӑпа Пиратсен пухӑвӗ чылай вӑхӑт хушши пычӗ, унтан вӗсенчен пӗри блокгауза таврӑнчӗ те, мӑшкӑллӑн пӑхса Сильвера честь парса, вутпуҫҫи илсе кайма ирӗк ыйтрӗ. — Федосья Николавна паян чӑнах та сывах мар, кӑшт тӑхтасан килет. — Пар-ха аллуна. Ӑнлантӑн-и? Амӑшӗ ун патне пычӗ те хуллен кӑна каларӗ: — Эсӗ, Андрюша, унпа юнашар пыр вара! — Лайӑх йывӑҫ! — терӗ амӑшӗ, кулса илсе. Эпӗ театрта час-часах пулаттӑм. Анчах мӗнех вара вӑл культпоходпа кайни, кунта — Марья Васильевнӑпа Катя-ҫке-ха. Пушӑрах вӑхӑтсенче тимӗрҫӗ картинӑсем ӳкерме юратнӑ, ӳкерес тӗлӗшпе ун пек чаплӑ ӑста таврара та пулман. Кирила Петрович ӑна урӑх пӳлеме илсе кайрӗ те алӑка ҫаклатрӗ. Робиць-и, робиць мар-и, сысна ҫуне виҫнӗ чухне, сӑмӑхран, кӑшт та пулин чӗпӗтсе пӑхмасӑр епле тӳссе тӑратӑн-ха? Курнӑҫӗ-ши унпа хӑҫан та пулсан ӑна пӑхнӑ ватӑ хӗрарӑм? Анчах ӗлӗк-авал Хӗвеле планета тесе тӗрӗс мар каланӑ. Шубин сасартӑк йӑвашланчӗ. Хӑвӑр суранӑрсенчен эсир чӑнах та вӑтанакан пултӑр-и? Вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне ҫывӑх пулни, вӗсем мӗнле ларкаласа пыни, вӗсем йӗри-тавра пачах астуса пӑхманни, юлашкинчен тата, вӗсем каялла таврӑннӑ чух ҫапла тимӗр шапа пек ерипен пыни, ҫавӑ пурте капитанӑн шиклӗ шухӑшӗсене вӑйлатса ҫеҫ янӑ. Ҫуртсем мӗнлисем кайрӗҫ! Тамӑкпа тупа тӑватӑп, вӑл ҫӗлен мар. — Епле калаҫкалатӑн эсӗ манпа? Эпӗ кунта хупах хуҫи евӗрлӗ; ҫарта ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче салтаксене эрехпе шыв ӗҫтерсе ҫӳрекен хӗрарӑмсем пулаҫҫӗ, пӗлетӗр-и, ҫавсем пекки ӗнтӗ. Пакетсене яланах ҫавӑнтах уҫатчӗҫ, ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтеретчӗҫ. Канцеляринче питӗ шавлӑ картина тӑратчӗ. Инструктор кабини пушах. Инструментсем майласа хунӑ юлашки ещӗксене тиесе пӗтернӗ. Эпӗ шухӑшлатӑп: усалсем вӗсем вырсарникун ҫӗр ҫинчен питех те сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юратмаҫҫӗ пулӗ, тетӗп. Вӗсем утсем ҫинче ларса пыраҫҫӗ, «Хведько» пекех вӑрӑм мӑйӑхлӑ, ун пекех курпунтарах, ун пекех ватӑ. Ҫав вӑхӑтрах кунта хӑйӗн лачкам тара ӳкнӗ тур лашипе полк командирӗ — Волошин майор вӗҫтерсе ҫитрӗ. Кӳршӗри хӗрарӑмран таса юнлӑ Дон кӗсрин юпах тихине туянтӑм (хуторӗпе те пӗртен пӗр кӗсре ҫеҫ пулнӑ ун пекки). Сиртен хӑшӗ-пӗрисем чӗрӗ юлсан, вилнисем ҫине тилмӗрсе пӑхӗҫ, — терӗ вӑл. Эпӗ перӗнетӗп. — Мӗн пурӗ ҫирӗм пилӗк миль-и? — терӗ Гленарван. — Вӑл нимӗн те мар. — Тинӗспе кайма ҫапла вӑл, анчах ҫӗр тӑрӑх ҫирӗм пилӗк миль каясси — сахал ҫул мар, — тесе хирӗҫлерӗ Паганель. Кукамай мана кӑмӑллӑн йышӑнчӗ те тӳрех сӑмавар лартма карӗ; кукаҫей яланхи пекех мӑшкӑласа ыйтрӗ: — Нумай ылттӑн пухрӑн-и? — терӗ. — Ҫапах та, ирӗкре татах та лайӑхрах вӗт, — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ. Ҫӗрле ишетпӗр эпир, кӑнтӑрла пытанса ларатпӑр. — Эпӗ те. Услови тӑрӑх кашниех тепрер пеме пултарать, — терӗ Павел Петрович. Чӑнах та, алӑк уҫӑлнӑ та, Мария Гавриловна ашшӗпе амӑшӗ патне пырса сывлӑх суннӑ. Вӑл сасӑпах йӗрсе ячӗ, хуйхӑ пырне питӗрсе лартрӗ, анчах вӑл ӑна ҫӗнтерчӗ те, ачаш та салхуллӑ, хӑйне ҫамрӑклатнӑ туйӑмпа ҫемҫелнӗ питне амӑшӗн пичӗ патне илсе пырса, сӑмахсӑр макӑрчӗ, унтан пӑшӑлтатса хӑвӑрт малалла каларӗ: — Анчах та вӑл яланах иксӗлми савӑнӑҫлӑччӗ, шӳт тӑватчӗ, кулатчӗ, хӑйӗн асапӗсене хастарлӑн пытарса… вӑйсӑррисене хавхалантарма тӑрӑшатчӗ. Савӑннипе ниҫта кайса кӗме те пӗлмӗ! — Ку пирӗн крепость, пирен замок, пирӗн столовӑй, ӗҫ кабинечӗ. Тепӗр тесен, тытма та кирлӗ мар ӑна. — Ӑҫта учитель? Анчах ӑпӑр-тапӑр япалусене эпир валеҫсе янӑ ӗнтӗ. Башни аякри йывӑҫ айӗнче тӗлӗнмелле кӑмпа пек курӑнса выртать, ӑна питӗ вӑйлӑ взрыв ывӑтса янӑ пулас. Сире те уйрӑмшар ҫӳреме канаш панӑ пулӑттӑм, пӗрле ҫӳреме юрамасть. Кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ пӗр пассажир, астрономи профессорӗ, пире ӑнлантарма тытӑнчӗ: — Астрономсем пӑхмалли трубана Уйӑх еннелле тытнӑ та, Уйӑх вӑл чӑн-чӑн пысӑк тӗнче иккенне курнӑ. Унта сӑртсем тӑсӑлса выртнине, кратерсем тата тӗксӗм вырӑнсем инҫете сарӑлса выртнине асӑрханӑ вӗсем. — Пирӗн каймалла! — терӗ амӑшӗ. Вӑл сирӗн хӗр тетӗр эсир. Людмила та хут укҫана илме хӑймарӗ; ҫавӑнпа Валек тата пушшех мӑшкӑлама пуҫларӗ. Вӑл Ленинградрах пирки иккӗленместӗп эпӗ. Водитель, — ответ пачӗ шофер. «Сӑрт-туллӑ Грузире» каласа парӑр. Анчах ларӑр малтан. — Эсӗ те ҫав сулӑ ҫинчен-и? — Пулӗ, — иккӗллӗ хуравларӗ хӑйне нимӗнле ӗҫпе те кансӗрлеме юратман Негоро. Вӑл ҫавӑнтах чупса ҫитрӗ те, чисти француз ҫынни пек авӑнса ӳксе, патагонеца салам каларӗ. Мучин куҫӗ хупӑнакан пулчӗ. Ҫав кулӑ ӑна йӗп пек ыраттарнӑ. Негрсемпе мӗнле пулчӗ, ҫавӑн пекех пулать: вӗсене сутса янине тӗрӗс мар тесе йышӑнаҫҫӗ, негрсем часах киле таврӑнаҫҫӗ. Сирӗн мӗнле ыратни ҫинчен шухӑшланӑ чух манӑн чӗре чул пек хытса ларать. Ятласса нихҫан та ятламасть теҫҫӗ, анчах кулӑпа йӗплеме тытӑнсан — вӗҫерӗнеймӗн. Вӑл пуҫне чалӑштарчӗ те ютран килнӗ ҫынсем ҫине сӗм-сӗрленсе тӗллесе пӑхрӗ. — Пирӗн патӑрта икӗ казак хваттерте тӑраҫҫӗ, эпӗ ҫавсен кивӗ йӗнерӗн пӗр ҫунаттине атӑ тӗпӗ валли касса илтӗм, ҫавӑншӑн мана казаксем ҫакӑнта илсе килчӗҫ. Мӗнле майпа «Пилигрим» ҫак хӑрушӑ ҫыран патне килсе тухрӗ-ха? Анчах ӑна граф хӑй те тавҫӑрса илчӗ. Эпӗ ӑна курнӑ вӗт; пӗлтӗр, Мускавра, хамӑн куҫӑмсемпе куртӑм. Ҫав вӑхӑтра урамра темле кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, рожокпа кӑшкӑртма тата литавр ҫапма тытӑнчӗҫ, анчах Андрий ӑна-кӑна илтмерӗ, вӑл хӗрӗн тӗлӗнмелле илемлӗ тути-ҫӑварӗ ырӑ шӑршӑ кӑларса ӑшшӑн-ӑшшӑн сывланине ҫеҫ туйса тӑчӗ, вӑл хӗр куҫҫулӗ хӑйӗн пичӗ ҫине шапӑртатса юхнине, усӑнса аннӑ тутлӑ шӑршлӑ ҫӳҫӗ тӗксӗм пурҫӑн пек йӑлтӑртатса ӑна пӗтӗмпех хупӑрласа илнине ҫеҫ курса тӑчӗ. — Мӗн ыйтма? Халӗ тинех тӑвӑл алхаснинчен хӑрамалли ҫук. Сасӑсем инҫетре ҫухалчӗҫ. Ун чухне эпӗ ӑсран тайӑлтӑм, ухмаха ертӗм. Кивӗ вырӑнсене пурнӑҫ таврӑнать, вӑрҫӑ вӗсене йӑлтах урӑхла сӑнар кӗртнӗччӗ, Мускаври 1944-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑт ҫӗннипе кивви хирӗҫ пулни пире тӗлӗнмелле ҫамрӑк туйӑм пачӗ. Куҫса ҫӳревҫӗсен ушкӑнӗсенчен хӑшӗ-пӗри экватор патнех ҫитет, вара унта вӗсене негрсем, слон кӗтӗвӗсем, шурлӑх сив чирӗ-мурӗ пӗтереҫҫӗ. — Ҫапла, ним тирпей те ҫук, — терӗ лешӗ. Вӗсене кирлӗ нотӑсем пирӗн ҫукчӗ, пуррисемпе калама вара арӑм малтан хатӗрленмесӗр пултараймасть. Темиҫе минутран ҫынсем ушкӑнӗпех кӗпер патне ҫитрӗҫ. Приказра паллӑ тунисем хушшинче Воропаев 4-мӗш Гвардейскин командирне тупрӗ. Пӗрремӗш действие эсӗ ыран курӑн. — Мистер Гленарван, Элен! — терӗ вӑл, аллисене тӑсса. — Сире калатӑп, эпӗ аттен сассине илтрӗм!.. — Ара. Сильвер пулӑшнипе эпӗ темиҫе кун хушшинче экипажа чӑн-чӑн опытлӑ, океанпа кавсӑлнӑ моряксенчен пухса ҫитертӗм. Тул енчен пӑхсан, вӗсем ытлашши илемлӗ ҫынсем мар, анчах пичӗсем ҫине пӑхса виҫсен, пурте вӗсем ҫав тери хӑюллӑ ҫынсем. — Мӗнпе тӑранса пурӑнатӑн? Судьясенчен ҫӳлте республика бюсчӗпе хӗрес ҫумне пӑталанӑ Христос кӗлетки курӑнса тӑраҫҫӗ, Крэнкбиль пуҫӗ тӗлӗнче мӗнпур законсем, турӑ законӗсем те, этем законӗсем те, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ тейӗн. Анчах мӑнаккӑшӗ ҫакна курчӗ те шӑнана ирӗке кӑларттарса ячӗ. Арӑм ҫав ҫулсенче ҫуран Киева, Лаврӑна кайса килчӗ, пуҫ ҫапса ача ыйтма, анчах усси пурпӗрех пулмарӗ. Анчах та сывлӑх тӗрлӗрен пулать? — вӑл пӗлмест вӗт-ха эпӗ летчиксен шкулне кӗме хатӗрленнине. Ҫиме ҫук, ҫавӑнпа Мария Яковлевна красноармеецсен кӗписене ҫума пуҫларӗ, лешсем уншӑн ӑна валли ҫар паёкӗ памалла турӗҫ. — Ӳкерчӗк кӗнекери вунӑ страница ҫинче ҫырнине куҫӑнах кӑтартса парать мана. — Мӗн ҫинчен каласаччӗ-ха эпӗ? — сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, аса илесшӗн пулса. Пӗр сӑмахпа каласан, енчен Катя мӗншӗн те пулин кӳреннӗ пулсан, ӗнтӗ мӗн тусан та Мексикӑна хӑй тупманнишӗн те Перу таврашне хӑйне пӑхӑнтарайманшӑн ҫеҫ кӑмӑлсӑр пулчӗ. — Эпӗ сире тин кӑна Приёр ҫырӑвӗсене вуласа патӑм, Желамбр илсе килнӗ хыпарсене те пӗлтертӗм. Ханкӑрсенче «Ҫывӑраканӑн ҫичӗ папирусне» — ҫурма пӑнтӑхнӑ-ҫӗрнӗскере — тупаҫҫӗ. Ытти командирӗсем те ҫитрӗҫ. Том арман чулӗ ҫине леш хурлӑхлӑ сӑмахсене пӑтапа чӗркелесе парсан, Джима ӗҫе кӳлчӗ — каскӑч вырӑнне пӑта, мӑлатук вырӑнне тимӗр болт — вӗсене эпир ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑччӗ, — тыттарса, ӑна ҫурта ҫунса пӗтичченех арман чулне таккама хушрӗ; унччен ан ҫывӑр терӗ, выртас умӗн арман чулне тӳшек айне пытар та ун ҫине хӑпарса вырт терӗ. Пӑхсамӑр-ха эсир пирӗн офицерсем ҫине. — Халь ӗнтӗ ҫак ӗҫ ҫине тепӗр енчен пӑхӑпӑр. Ромашов вара ун сенкер куҫӗсем майӗпен-майӗпенех пурнӑҫпа ҫунса хӗмленме пуҫланине, каллех илемленсе пынине курчӗ. Нивушлӗ вӑл преступник ӑшӗнче пытанса тӑнӑ этем туйӑмӗсене хускатса, унӑн вӑрттӑнлӑхне пӗлме пултарнӑ-ши? Большевикра тӑман-ҫке эсӗ, пӗтӗм ялӗпе пӗлеҫҫӗ! Тӗттӗмленнӗ майӗпе йӗри-тавра шӑп тӑрать, сайра-хутра анчах путене сасси илтӗнет. Павлуш, хуранпа шыв йӑтса, вут патне пырса ларчӗ. Хӳме патне ҫывхарма ӗлкӗреймерӗм — Зинаидӑна куртӑм. — Каять-им Медынская? — янӑраса кайнӑ мӑнтӑр баслӑ сасӑ. Вӑл кунта килнӗ те — тӑванӗсене те, Женьӑна та, ялне хӑйне те тупайман. — Халӗ ӗнтӗ пирӗн, — терӗм эпӗ, — ку шыва куҫран ҫухатмалла мар. «Иккӗмӗш хутра никам та ҫукки аван-ха, — терӗ вӑл, — атту мана хӑпартмастчӗҫ». Вӑл вара упӑшкине ятлама тытӑнчӗ: — Турӑран та хӑрамастӑн эсӗ, Сидорыч, мӗншӗн маларах каламарӑн, эпӗ хӑть хӑрах куҫпа курса юлнӑ пулӑттӑм ҫав Дубровские, халь ӗнтӗ кӗт ӑна, тепре кӗрессе. Троекуров ҫапла мӑнкӑмӑлланса калаҫнинчен кӳршисем пӗр-пӗрин хушшинче малтан кулнӑ, куллен-кун тенӗ пекех хурахсем Покровскине хӑнана пырасса кӗтнӗ; кунта вӗсене валли тустармалли тулӑх, тесе шутланӑ. Анчах та, каярахпа, вӗсем Троекуров каланипеле килӗшнӗ, — хурахсем ӑна чӑнах та темӗншӗн хисеплеҫҫӗ… тенӗ. — Арена ҫинче паллӑ пулӗ, — тенӗ Ривэра. Тупа тунӑ сӑмахсене эпӗ пӑхмасӑр каласа патӑм. Петька хут ҫинчен вуласа пачӗ. Вӗсем пурте манпа ырӑ кӑмӑллӑ, мӗн те пулин кирлӗ пулсан, нихҫан та икӗ хут ыйттармаҫҫӗ, ывӑлӑм. Ӑсне хӗрхенсе панӑ тата пӗр тан та мар. — Ҫапла — эпӗ. Вӑл хайне хӑй пӑхсан та аванччӗ. Мишель Флешар тӳп-тӳрӗ тӑчӗ. Вӗсем шӑппӑн, тимлесе калаҫаҫҫӗ. Иккӗш пӗрле пурӑнасси вӗсен темшӗн ӑнсах пыраймарӗ. Ой, епле телейлӗ вӑл! Чирлӗ ҫыннӑн вӗри ҫамкине, унӑн пиҫсе кайнӑ тутине каллех ачашшӑн чуптуса илнӗ. Луиза пит савӑнса, аллине чӗри патне тытса тӑнӑ. — Анчах страуссем — кайӑксем вӗт, — терӗ Дик, — эппин, вӗсем икӗ ураллӑ… Масарта кирек мӗнле хӗрӳ, ҫылӑхлӑ, пӑлхавҫӑ чӗре выртать пулин те, ун ҫийӗнче ӳсекен чечексем пирӗн ҫине хӑйсен айӑпсӑр куҫӗсемпе лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ; вӗсем пире ҫав «сӳрӗк чунлӑ» ҫутҫанталӑкӑн ӗмӗрлӗх аслӑ шӑплӑхӗ ҫинчен кӑна мар, вӗсем ӗмӗрлӗх лӑпланупа вӗҫӗмсӗрлӗх пурӑнӑҫӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ… Унтан тек манпа калаҫмарӗ. — Асту, — ҫылӑх ан пултӑрччӗ… Сасартӑк Весовщиков ҫӑварне сарлака карса хыттӑн кулса ячӗ. Эпӗ кӑна ахаль калатӑп, ку манӑн ялан калакан сӑмах, юратнӑ сӑмахӑм: карга, карга, ҫапла калатӑп пулсан, шӳт тӑватӑп пулать. Аппарат апельсин пек хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ, лаптак тӳремлӗхре выртать. Тепӗр ушкӑнра хӗр-манахсем, вӗсенчен ҫамрӑкраххисем чылай. Кусем те лешсем пекех шапӑлтатаҫҫӗ, енчен енне пӑхаҫҫӗ, пӑшӑлтатаҫҫӗ, ахӑлтатаҫҫӗ, кула-кула илеҫҫӗ. Пӗчӗк лаша мӑйне пысӑк сӳсмен тӑхӑнтартма юрать-и вара? Вӑл пӑхни мӗне пӗлтернине чухласа илме май пулмарӗ, ҫапах та вӑл ун ҫине йӗкӗлтемесӗр пӑхрӗ, ҫавӑнпа эпӗ Грушницкие ӑшӑмра чунранах саламларӑм. Вӑл хӑйне асла хунӑ; хӑйне ҫав тери хисепленӗ, анчах вӑл хӑйне питӗ ҫӑмӑл тытнӑ, килӗшӳллӗн пӑхнӑ, кӑмӑлпа итленӗ, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑн кулнӑ май малтанлӑха «тӗлӗнмелле аванскер» вырӑнне шутланма та пултарнӑ. Юрататӑп сире — тӳрӗ халӑх эсир, анчах эпӗ — усал подлец, кр-рокодил, — хамӑн тӑвансене пӗтерме тӑрӑшатӑп та — пӗтеретӗпех! Урайӗнче упранса юлнӑ хура пӑнчӑсем тӑрӑх шутласан, вӑрҫӑччен кунта икӗ кровать, икӗ тумбочка тата варринче ҫаврака сӗтел тӑнӑ. Эпӗ вӗсем мӗн ыйтнисем ҫине ҫеҫ ответлеттӗм. Лось ҫак самантрах питне аллипе хупларӗ, кӑмӑл ҫирӗплӗхӗпе касӑлнӑскер — чӗтренет, ҫавӑнпа та ӑна типӗ тӗме ҫунтарса кӑшлакан вут пек курӑнми ҫулӑм ҫупӑрласа илчӗ. — Вӑл вӑратман мана. — Эпӗ урӑ ҫынсенчен те хӑрамастӑп, вӗсем ман акӑ ӑҫта! Вара лешсем унӑн вилӗмне шӑлйӗрсе кӑна ӑсатнӑ пулӗччӗҫ. Тӑр та пӑх. Хӑйӗн йывӑр кӗлеткипе туртӑнкаласа, вӑл тупӑсем еннелле хыҫӗпе ҫаврӑнса ларчӗ. Праҫниксенче, кӑнтӑрларанпа тӑхӑр сехетчен, эпӗ уҫӑлса ҫӳреме тухса каяттӑм, каҫхине вара Ямская урамӗнчи трактирте лараттӑм; трактир хуҫи, мӑнтӑр та ялан тарласа ҫӳрекен ҫын, юрланине шутсӑрах юрататчӗ, ҫавна чиркӳсен хорӗсенче юрлакансем пурте тенӗпе пӗрех пӗлсе тӑратчӗҫ те ун патне пуҫтарӑнатчӗҫ; вӑл вӗсене юрланӑшӑн эрех, сӑра тата чей ӗҫтеретчӗ. Ҫак кунсенче ун патне каҫалапа кӗрсен, Оленин старике килкартишӗнче, хир сысни умӗнче, телейлӗ те мӑнкӑмӑллӑ сӑнпа сысна тирне пӗчӗк ҫӗҫӗпе пит те ҫӑмӑллӑн сӳсе тӑнине курсаччӗ. «Хамах ӑна вӗлернӗ пулсан ҫӑмӑлтарахчӗ-и, тен?» — шухӑшласа илчӗ вӑл. Манӑн час-часах пӗр-пӗр эртелӗнче ҫӗр каҫма тӳр килсе тухатчӗ хӑш чухне кун каҫа ывӑнса ҫитнипе киле канмашкӑн вӑй та юлманнипе ҫӗр каҫаттӑм. Хура черкеска тӑхӑннӑ тата ҫӗлӗкӗ ҫине шурӑ курпей сӑрнӑ казак (ку вӑл Лука пулнӑ) хӳме ҫумӗпе иртсе кайрӗ, шур тутӑр ҫыхнӑ ҫӳлӗ хӗрарӑмӗ Оленин ҫуммипех иртрӗ. Вӑл куҫӗсене хупать, чӗтренсе илет, шурса каять… Ҫакӑн пек пулса тухнишӗн Дик Сэнд мӗнлерех куляннине курсан, Уэлдон миссис урӑх нимӗн те ыйтмарӗ. Хуйхӑллӑ чӗрене утрӗ вӑл хӑйӗн каютине. Малтанхи кунах вӑл ҫип тусанӗнчен хӑйӗн ӳпкине тасатма тӑрӑшнипе ӳсӗрме тытӑннӑ, ҫавӑнтан вара ӳсӗрме чарӑнман та. Вӗсем вилене темиҫе утӑм сӗтӗрсе кайрӗҫ те унӑн урисене салтса ячӗҫ, урисем вара, чӗтренсе илсе, ҫӗре ӳкрӗҫ. Хуйхӑ пусса илнӗскер, плантатор ним чӗнмесӗр Каса-дель-Корво коридорӗсем тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ. Мӗншӗн эс мана кӑларса ятӑн? — хурлӑхлӑн ыйтнӑ вӑл. — Ма вӑратмарӑн мана? Мӗн тума кирлӗ ҫут тӗнчере хӗрарӑмсем? — Фермӑра пурӑнакансем кӑваккисене ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илчӗҫ терӗр-и-ха эсир? Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ иккенне пӗлтерме васкатӑп. Прерире пушар пулнӑ. Хӗвел куҫа шӑратса ҫутатать, ун ҫутисем хумсем ҫинче пин тӗслӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Володя алли пысӑк, илемлӗ; вӑл карта пуҫ пӳрнипе епле тытни тата ытти пӳрнисем хутланни ҫав тери атте аллине аса илтернӗрен, пӗр вӑхӑтра мана Володя ҫитӗннӗ ҫын пек пулас шутпа юриех ҫапла тытнӑ пек туйӑнчӗ; анчах унӑн пичӗ ҫине пӑхрӑм та ӑна вӑйӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те интереслентерменнине куртӑм. — Ав, мӗнле ҫын эсир, Воропаев! Кам яваплӑ? Гро-Ален темиҫе минут хушши шухӑша кайса тӑчӗ те сапаланса выртакан кӗнеке патне ҫирӗппӗн пырса ӑна урипе тапрӗ. Ҫыннӑн пӗтӗм кун-ҫулӗ татӑлнӑ чух, ҫавӑн пек пустуй япаласене пӑхма пулать-и вара! Ӑна хирӗҫ вӗсен усал шухӑш пур, ку пурне те паллӑ. — Пурте ҫапла авланаҫҫӗ, эпӗ те ҫаплах авлантӑм, вара ҫынсем тем вырӑнне хуракан савӑш уйӑхӗ пуҫланчӗ. Зина пиччӗшӗн баян пур, анчах вӑл начар калать. Эй, итле-ха, эс!» кӑшкӑрса ячӗ Иван Иванович, кинемее кӑчӑк туртса. — Чиркӗве те. Рада пӑшӑрханнине пӗле тӑркачӑ мӗншӗн вӑл Марийкӑна пулӑшма ӑна ярасшӑн пулмарӗ-ши, — ҫавна ниепле те пӗлеймерӗ. Вӗсен тӗлӗнчен тӑтӑшах пысӑк та кӑтра пуҫлӑ, хуп-хура сӑнлӑ ҫынсем ирте-ирте каяҫҫӗ. Анчах, капитан, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, иккӗмӗш хутӗнче ку историе тума сире май килес ҫук! Анчах ҫӗнетсен ӑна шуйттан тӳрех курать! — Ку тӗрӗс, — килӗшрӗ Шалый. Чиркӳ юрӑҫи пулнӑ ҫын ҫине вӑл татах та хаяртараххӑн пӑхрӗ те:— Ҫыхланас килмест, ахаль пулсан сана хӑвӑн ҫинчен мӗн шухӑшламаллине кӑтартнӑ пулӑттӑм-ха та! — тесе хучӗ. Эпӗ вӗсене темиҫе хутчен те вулама тӑтӑм, анчах пурпӗрех хамӑн шухӑша пӑрахӑҫа кӑлармалла пулчӗ. «Питӗ лайӑх! — илтӗнет ун ӑшӗнчи тепӗр сасӑ. — Чан ҫапаҫҫӗ, — терӗ Петр. Пӑхсассӑн, ахаль этем анчах… пӑтранчӑк пуҫлӑ ҫын темелле. — Мана хӗсӗрлет вӑл… тертлентерет … вилетӗп … мана никам та юратмасть! — аран-аран калайрӑм эпӗ, вара ман кӗлеткем шӑнӑр туртнӑ пек хуҫлана-хуҫлана иле пуҫларӗ. — Кам ҫинчен калатӑн эсӗ? — шухӑша кайса ыйтрӗ Рыбин. Эпир, Катенькӑпа иксӗмӗр, тарӑн шухӑшлӑ япаласене юратмастӑмӑр, «Le Fou»-на тата «Шӑпчӑка» нимрен мала хураттӑмӑр, Катенька «Шӑпчӑка» пӳрнисене асӑрхаса ӗлкӗрмелле мар калатчӗ, эпӗ те чылаях хыттӑн та ҫыпӑҫуллӑ калама пуҫларӑм. Пӗр-пӗтӗм ирӗк кун!» Ытла ирччӗ-ха — саккӑрмӗш сехет кӑначчӗ, урамра ҫӗрлехи пекех тӗттӗм. Манӑн чӑн тата «салтак-термитсене» Америкӑра эпӗ чи малтан тупнипе те ӳссе кайӗ-ха. Августра хама «ирӗк ухутана» ямашкӑн ыйтса полк командирне чӑрмантартӑм. «Ирӗк ухута» тесе эпир разведка кӑтартӑвӗсӗр вӗҫнине калатпӑр; паллах ӗнте, нимӗҫ конвойӗсемпе хирӗҫ пуласса пӗр иккӗленмесӗр шухӑшлакан вырӑнсене вӗҫетпӗр. Пӗр-ик хутчен, пичӗсем пӗр-пӗрне перӗнсен, Давыдов хӗрелнӗ пит ҫӑмартине, чӑрсӑррӑн ҫиҫекен куҫа курчӗ, шӑппӑн пӑшӑлтатнине илтрӗ: «Атя, атя, рабочи класс! — Юрӗ, — терӗ вӑл лӑпкӑн, — ку хуран — тахҫанах вилсе пӗтнӗ авалхи трилобит йышши чӗрчун хуранӗ — урӑх нимӗн те мар. «Акӑш кӳлли» балетра хампа пӗрле Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче служить тунӑ юлташӑн мӑшӑрне, Аня Ильинана, куртӑм. Илӗр. Тата вӗрентетчӗҫ: начальствӑна итлемелле мар, ӗҫлемелле мар, арӑмсене, ачасене пӑрахмалла; ҫынна ним те, нимле йӗркеллӗх те кирлӗ мар, ҫын хӑй мӗнле пурӑнас тенӗ пек, хӑйне шуйттан кӑтартса панӑ пек пурӑнтӑр. Павел ӑна Тоня алӑка уҫсанах асӑрхаса илнӗ. Гленарванпа ытти ҫулҫӳревҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри матрос аллине хытӑ чӑмӑртарӗҫ. Корпус командирӗ, кашни ротӑнах сывлӑх сунса, ҫакнашкал черетпелен пурне те пӗтӗмпех курса ҫаврӑнчӗ. Аллисем унӑн ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, вӑл вӗсене питҫӑмарти ҫумне пӑчӑртарӗ, Воропаев ҫине темле тӗлӗнмелле япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхса, вӑл тем пӑшӑлтатать, йӑл кулать. Кӑмӑл хуҫӑлать пулсан та, юлашкинчен манӑн акӑ мӗн калас пулать. Ҫав ҫул Павлуш чӑн та вилнӗ. Касать те ҫапать Тарас, мӗн лекнине пӗр пуҫран тыттарса ярать, хӑй ҫав-ҫавах малалла, Остап ҫинелле пӑхать. Эппин итлӗр-ха эсир, ҫынсем, манӑн юлашки сӑмаха! Анчах халь акӑ шухӑшӑма ҫирӗп тытрӑм — мӗнех вара, вӑл астӑваймасть пулсан та хӑй патне кӗртмесӗр тӑрас ҫук! Сисессе сисрӗ пуль те, анчах фактпа кӑтартса параймӗ. Ҫав палхавҫӑ Кандов иккенне Огнянов тӗлӗнсе палласа илчӗ. Пӗр-пӗринпе килӗшмен ҫак икӗ ҫын туслӑ пурӑннӑ. Лось яри уҫӑ хапха тӑпсинчен тӗршӗнсе тӑрать. Выртрӑм та ҫӗр ҫине татах пӑхрӑм; пӑхрӑм кӑна, пӗтӗм ҫанҫурӑм шӑнса хытса ларчӗ… Ӗҫ пӗтнӗ хыҫҫӑн кайма хатӗрленсе Тимур карта леш енне каҫса тӑрсан, Женя ҫапла каларӗ: — Пӗлместӗп мӗншӗнне, — терӗ вӑл, — анчах ман аппа сана темшӗн пит кураймасть. — Нимех те мар, — терӗ Марья Николаевна хаваслӑн. Адмиралтейски слободара унӑн «Часовых дел мастер» текен вывескӑллӑ лапка пурччӗ, анчах та хӑй вӑл вӑрланӑ япаласене вырнаҫтарса пурӑнатчӗ. Нумай чаваланма тивет. Эпӗ пӗр-пӗр пӗчӗк кайӑкне тытма хӑтлансан, вӑл ман енне хӑюллӑн ҫаврӑнатчӗ те ман пӳрнене касма хӑтланатчӗ. — Сирӗн ман пек ҫынсем Елисейскине кайманнине курма тӗл килнӗ-и? — ыйтрӗ Базаров. Ун ҫийӗнче тирпейлӗ ситец кӗпе; ҫаврака хулпуҫҫийӗсем ҫинче сенкер тӗслӗ ҫӗнӗ косынка ҫӑмӑллӑн выртать. Ҫак тавлашу вӑхӑтӗнче майор Айртон ҫинчен куҫӗсене илмерӗ, лешӗ ӑна, темӗскер пӑлханнӑ пек туйӑнчӗ. Вӗсем ҫӗрӗпех калаҫса ларчӗҫ, Алексей паёкӗнчен пӗҫернӗ апата тӑраниччен ҫирӗҫ, унтан, хваттерти иккӗмӗш пӳлӗме пӑтасемпех ҫапса лартнӑ пирки, тӑванла, пӗр пӳлӗмрех вырнаҫрӗҫ — Анюта кровать ҫине, Алексей диван ҫинӗ выртрӗҫ. Иккӗшӗ те выртнӑ-выртманах вилнӗ пекех ҫывӑрса кайрӗҫ. Олеҫҫӑн хӗрлӗ юбки, ҫилпе ҫӑмӑллӑн варкӑшаканскер, тип-тикӗс те куҫа шартакан чӑлт-шурӑ юр питӗнче яр-уҫҫӑн уйрӑлса, ҫаплах хаттӑ пусми ҫинче курӑнатчӗ-ха. Ҫав самантра сӑрапа шаркку пырса пачӗҫ. — Базаров валли пӳлӗм пур-и тата? — Эсӗ мана юратни ахалех пулӗ, Кассий, — тесе чарса хучӗ ӑна Луиза. Унтан асӑрханса икӗ хӗҫ туртса кӑларчӗ. Пуҫ ялт сикрӗ, ӳпкелешсе:— Тфу, шуйттан! — тесе хучӗ. Катя ҫав сӗтел патне тенкел лартрӗ те аллине сӗтел ҫине, пуҫне алли ҫине хурса:— Ну, каласа пар? — терӗ. — Эсӗ-и? Шанчӑксӑр аптраса ҫитни ун питне-куҫне улӑштарчӗ. Тихон ҫӑкӑра ҫӗклерӗ, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса ун ҫине вӗрчӗ, Наталья, пӑшӑлтатса, ҫӑкӑр татӑкне каллех упӑшкине тыттарма пикенчӗ: — Ҫи, ҫи, ан ҫиллен… Куҫӑм механизмӗн принципӗ пӗтӗмӗшле ҫапларах; ку — ракета. Валя Брузжак юлашки минутченех хӑйне лайӑх тытрӗ. Ҫапла вара, ҫак ҫын ҫинчен вӗсем тӗплӗн нимех те пӗлеймерӗҫ; ку питех те аван мар пулчӗ, такам ҫӗрле чӳречерен шаккаса, пулас инкек ҫинчен сӑмахсӑрах асӑрхаттарса хӑварса куҫран ҫухалнӑ пек пулса тухрӗ. Марсиан хӑрӑлтатма чарӑнчӗ. — Каллех тӗрмере-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Рыбин. Лавка алӑкӗ патӗнче тӑнӑ ҫӗрте хӑш чухне мӗн ҫинчен те пулин шухӑша каяттӑм, приказчикӗ сасартӑк ман пӗлӳсене тӗрӗслеме тытӑнатчӗ: — Йывӑррӑн ача ҫуратнӑ чухне пулӑшакан кам пулать? — тетчӗ. Философла сӳтсе-явма юратакан капитан Сломан каланӑ: — Ман шутпа, Морис-мустангер ҫын вӗлерме пултарас ҫук. Хӑш-пӗр самантсенче вӑл япалан тӗсне те пӗлмест мар пекех туйӑнать, унӑн аллине пӗр-пӗр уҫӑмлӑрах тӗслӗ пусма татӑкӗ лексен, ӑна вӑл хӑйӗн ҫинҫе пӳрнисемпе вӑрахчен хыпашлать, вара унӑн сӑн-питӗнче темӗнле уйрӑмах тӗлӗнни палӑрать. Макари губернаторӗ ҫак япалапа усӑ курса Голубая ятлӑ тусӗн тепӗр енче Батхорст хулине лартнӑ. — Вӑл вилет-им? — Елена ҫапла сиввӗн те лӑпкӑн ыйтнипе Берсенев хӑраса ӳкрӗ. Лукашка тунсӑхласа ҫитрӗ, тӑчӗ, кинжал айӗнчен ҫӗҫҫине туртса кӑларчӗ те патака чутласа шомпол тума тытӑнчӗ. Питех те килӗшрӗ… Анчах эпӗ хам та лайӑх пӗлместӗп. Мана сирӗн пата хамӑрӑн Коммунистсен партийӗпе рабочи класс колхоз йӗркелесе яма пулӑшма тата пирӗн пурин юнне те ӗмсе пурӑнакан кулака пӗтерме ячӗҫ. Ҫапла майпа эпӗ вӑл лачакаран тухрӑм. — Анчах ан кулянӑр эсир. Вӗсене те «урра» кӑшкӑрса саламларӗҫ. «Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди хаҫачӗ» Январӗн 2-мӗшӗнче шурӑмпуҫ килсен ҫулҫӳревҫӗсем ылтӑн тӑприн районӗсемпе Тальбот округӗн чиккисенчен иртрӗҫ. — Бронепоезд командирне ӑҫта курма пулать кунта? — тесе ыйтрӗ Павел витрепе шыв йӑтса пыракан сӑран пиншаклӑ красноармеецран. Эпӗ нимӗн калама аптӑраса тӑтӑм, тӳррипе каласан, хама-хам намӑслантарнӑ пек пултӑм… — Райкомра тем тӗлне хатӗрленни пирки эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн кунта, ӗненӗр, темӗнле пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле, — терӗ вӑл. Сана ҫисе яраҫҫӗ, эсӗ такӑнатӑн, эсӗ хӑв тӗллӗн пурнӑҫ тӑвас тесе пуснӑ пӗрремӗш утӑмрах тӑрӑнса ӳкетӗн. Позёр эсӗ, анчах пуҫу сан уҫӑ, ҫавӑнпа та санпа пӗрле ӗҫлетӗп эпӗ. Ром, ветчина тата ӑшаланӑ ҫӑмарта — урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар. Тата авӑ ҫав скала, ун ҫинчен тинӗсре иртекен карапсем курӑнаҫҫӗ… — Атте парни. Вӑл хӑйне: «паллӑ улпут инкеке лексен, эсӗ ӑна кирлӗ, вӑл санӑн тусу, инкек иртсе кайсан, унӑн сана пӗлесси те килмест», терӗ. Унтан домна кӑмаки ҫӑварӗнчи пекех вӗри сывлӑш ҫитсе ҫапӑннӑ. Апла пулсан, ку канӑҫсӑр пациент сирӗн аллӑрта юлать? Вӑл машинне пӑрахрӗ те, хӑй пӗр вырӑнта тапӑртатса тӑрать, эпӗ ӑна кӑшкӑратӑп: «Ухмах, ман пата юпа ҫине улӑх, атту вӗсем сана часах чӗркелесе хӑю тӑвӗҫ!» Эсир кунта Христосӑн сирӗншӗн парнене кӳнӗ ӳчӗпе юнне ҫиме, тата ҫавӑншӑн турра тав тума пухӑннӑ. Ку пулма пултараймасть. — Мана Егор каласа пачӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ Аркадий Павлыч танлӑн. Вӗсем юханшыв хӗрринче ларнӑ: ик-виҫӗ хут вӑл порошок ҫине шыв сирпӗтнӗ, унтан вӑл тӑма ҫӑкӑр чустине ҫӑрнӑ пек ҫӑрма тытӑннӑ. Фома панӑ эрехе ӗмсе янӑ та тата ыйтнӑ. Вӑл та, хохол пекех, аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытса пырать, ҫӑра та кӑвак куҫ харшине ҫӗклесе Павел ҫинелле пӑхать. «Хӑҫан ман ҫумран хӑпма пӗлӗн-ши эсӗ, ылханлӑ туйӑм — шеллесси? — Анчах первомаецсен мӗн пулса иртни ҫинчен илтнӗ-и эсӗ? Тен, манӑн унпала хырӑма тӑрантармалӑх ҫӑкӑр тупмалла пулӗ, э? Мускава курма ҫук, тӗттӗм. Ӑна курма кирлех те мар. А ӗҫӗ пысӑк-ҫке, Гокинс, йышӑнас пулать, сана та, мана та вӑл хисеп кӳрес ҫук. — Каяс ҫӗре эсир эпӗ пурӑнакан ҫӗртен каятӑр, — ӑнлантарчӗ вӑл Воропаева. — Пӗлетӗп эпӗ, — терӗм пусма тӑрӑх улӑхнӑ май. Ҫак ҫынпа ун музыки пирки пулса иртрӗ те ӗнтӗ йӑлтах. Вӗсенчен пӗри Меркурий пысӑкӑш; тепри пачах пӗчӗккӗ, ӑна нумаях пулмасть, 1949 ҫулта кӑна тупнӑ. Куҫса ҫӳрекен индеецсем вӑрмана сайра кӗреҫҫӗ: вӗсем ытларах ҫыран хӗррипе ухтарса ҫӳреҫҫӗ. Анчах, епле пулсан та, ун пек кун пеке пӑрах, Фома. Константин ыйхӑллӑн кулчӗ, вара унпа пӗрле ҫинҫе сасӑпа юрлама пуҫларӗ. Кӑштах тӑрсан, вӑл ҫав тери хытӑ асӑрханса алӑка уҫрӗ, унталла-кунталла шиклӗн пӑхкаларӗ, унтан хӑй тухса тӑчӗ. Тен, эпӗ «Николай» сӑмах ҫинче кӑлахах ударени туса тӑтӑм пулӗ, ҫак сӑмаха илтсен Марья Васильевна, малтанах шуранкаскер, пушшех шуралса кайрӗ. Мӗн тесен те ҫав азиат пӑшалӗсен пускӑчи начар хӗрнӗ пулсан е пӳрнепе хытах пусмасан, часах осечка парать. — Каласа парӑр мана мистер Стумп, — терӗ Луиза, ун ҫанни ҫумне сӗртӗнсе тата ӑна куҫӗнчен ыйтнӑ пек пӑхса, — эсир пурне те пӗлетӗр пулӗ? Боримечка пурин ҫине те мӑнаҫлӑн пӑхса илчӗ, мӗн асне илнипе куҫӗ йӑлкӑшса пӑхма тытӑнчӗ, каласа памашкӑн та хатӗрленчӗ. Эс ҫуралнӑ ҫулхисене вӑрҫа илмеҫҫӗ, эсӗ доброволец, хӑвӑн мӗн чухлӗ ҫапӑҫмаллине ҫапӑҫса ирттернӗ. Халех тухса кайнӑ пултӑр кунтан! Пирӗн енне ҫаврӑнса вӑл приказ пачӗ. — Доктор отрячӗ бойницӑсем патне вахтӑна тӑрӑр! Тилӗрӳллӗ оргие ҫӗрӗн хӑрушла чӗтренӗвӗ чарать. Ҫак вӑхӑтрах мана ҫӑлӑнмалли тепӗр май ҫитсе тӑчӗ. Эх, ятларӗ те вара мана! Средна-гора леш енчи Вериговӑ ялне Огнянов лайӑх пӗлет. Баймакова ун хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ, ҫав хушӑрах тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ те тарӑхса пӑшӑлтатрӗ: — Сухаллӑ шуйттан. «Э, сывлӑх сунатӑп, Иван Иванович!» илтӗнчӗ сасӑ пӳлӗм кӗтессинчен. Вӑл ӗнерхи пӑлан йӗрӗсене шыраса тупрӗ, пӑлан ӗнер выртнӑ вырӑна, чӑтлӑх ӑшне, йӑви патнех лӑпчӑнса выртрӗ. Вӑл кимӗрен тухать, ӑна вакханкӑсем ҫавӑрса илеҫҫӗ те каҫ сӗмлӗхне илсе каяҫҫӗ… Кунсӑр пуҫне вӑл влаҫсене хирӗҫ хӗҫпӑшалпа тӑрса, икӗ ҫынна йывӑр амантнӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл — хулан канлӗхӗпе хӑрушсӑрлӑхне яланах хӑратса тӑрать. Эпӗ нимӗн тума пӗлмерӗм. — Эсӗ-и ку, Медведев? Хӑрах аллине пӗр йыттин ӗнси ҫине хучӗ те, йытти хӑйне ҫавӑн пек сума-сунӑшӑн нумайччен пуҫне тапратмасӑр выртрӗ, хӑй куҫӗсемпе чалӑшшӑн Павлуш ҫине ӑшшӑн пӑхса выртать. — Иртсе каять! — кӑшкӑрса илчӗ вӑл, хавасланса. — Мӗнпе кӑтартса паратӑн? Вӗсене пӗрлештернипе вара хӑйсене хӑйсем намӑса пӗлмесӗр суяҫҫӗ, суяпа ҫынсене те пӑсаҫҫӗ… — Йӑлапа килӗшсе, — терӗ пӗри. Япаласем урлӑ калаҫакансем пӗрле пухӑнсан, вӗсен пӳлӗмне калаҫма кирлӗ темӗн тӗрлӗ япаласем тултармалла пулать. — Анчах шыва кӗнӗ хыҫҫӑн тата ытларах вӑйран ӳкетӗн-ҫке. Каччӑ тухса кайма та ӗлкӗреймерӗ, тепӗр ҫын кӗрсе тӑчӗ, унтан виҫҫӗмӗш… — Падре, эсир манран: эпӗ сире шанатӑп-и тесе ыйтрӑр. Кӗҫӗр манпа ӗҫлеме килӗшетӗн-и? — Ку ӗҫ пирки эсӗ пӗтӗм команда умӗнче ответлӑ. Унӑн куҫӗсем умӗнчен темиҫе тӗрлӗ картинсем иртеҫҫӗ те, вучахри вут хӗлхемӗ ялтӑраса кайсан, труках таҫта кайса кӗреҫҫӗ; Сасартӑк акӑ — ниҫта шӑнӑҫман, ӳсӗрле ҫапӑҫу, офицерсен шӑв-шавлӑ хирӗҫӗвӗ — вара пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пӗтсе ларчӗ, пӗтӗмпех тусан пулса вӗҫсе саланчӗ! «Халь вуниккӗ ҫине кайни хӗрӗх пилӗк минут, — терӗ вӑл хӑй тӗллӗн, — вуниккӗччен вӑл ниепле те килме пултараймасть; вунпилӗк минут хушши мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлатӑп, унсӑрӑн эпӗ чӑтаймастӑп. — Эпӗ мӗн ыйтатӑп! — кӑшкӑрчӗ директор. — Ну, ҫӳретӗрех ялсем тӑрӑх, чӑнлӑх ҫинчен янраттар, халӑха вӑраттӑр. Пылӗ санӑн — хуҫи пекех тутлӑ! — тесе кӑшкӑрать. Хӑйӗн пӗрремӗш музыкӑллӑ сӑнавне вӑл ӗҫлӗ кун ҫутинчех туса пӑхасшӑн пулман. Ыран, шӑллӑмпа пӗрле кайса, мӗн кирлине йӑлтах йӗркелесе ҫитерӗн, — терӗ. Алексей ҫырӑва тата тепӗр хут вуласа тухрӗ. Анчах унӑн куҫӗсем тӗксӗмленсе кайнӑ, тутисем, темӗнле, ҫӑт ҫыпҫӑннӑ, ҫавна пула, хырнӑ янахӗ малалла хӑлӑхсӑрӑн тухса тӑнӑ. Дикӑн та сунара каяс кӑмӑл пурччӗ, анчах вельбот ҫинче ҫитӗннӗ вӑйлӑ арҫын ытларах усӑ кӳнине вӑл ӑнланчӗ. Анчах Динго карап кокне курсанах хаяррӑн хӑрлатса ячӗ, шӑлне йӗрсе пӑрахрӗ. — Ҫапла калаҫсах вӑл коляскӑ ҫине хӑпарса ларчӗ; ямшӑк тилхеписене турткалама тытӑнчӗ. Ӑнланайӑр-ши эсир мана?..» Тӑн кӗрсен, курах кайрӑм: эпӗ ҫурма тӗттӗм ҫӗрте, хулӑн утиялсен ӑшӗнче выртатӑп. Эс нимӗн те пӗлместӗн. Пӳлӗме пӗчӗк тухтӑр кӗчӗ. — Ман шутпа доказательствӑсем ҫителӗклӗ пек туйӑнать, кирлинчен те ытла пек. Тусне питрен ачашлакан аллисем унӑн сасартӑк Алёшка куҫҫулӗпе йӗпенчӗҫ. Эпӗ чӗтрессине хӑрушӑлӑхран хӑранипе мар, хама юратмаҫҫӗ пулӗ тесе хӑранипе ҫеҫ чӗтретӗп. Хулӑн тути хӗррине хытӑрах пӑчӑртаса лартса, вӑл килӗшмесӗр пуҫне пӑркалать, унтан, ку ун пек мар тесе, кӑмӑлсӑрланса та салхуланса тухса каять. Андрей ӑна хыттӑн ыталаса пӑчӑртарӗ, унӑн аллисем чӗтрерӗҫ; амӑшӗ ним чӗнмесӗр, ерипен макӑрчӗ. Унтан чылайччен, арӑмӗ тархасласа ӳкӗтленисене итлемесӗр, мачча ҫинелле пӑхса выртрӗ, ҫапла шухӑшларӗ: «Хам пирки те, Островнов пирки те пӗлтеретӗп, ан тив вӗсене те, шуйттансене, хупса лартса пӗтерччӗр! — Илсе кай. Эпир кухньӑран патак илтӗмӗр, урайне ларса пӗр-пӗрне ура тупанӗсенчен тапса лартӑмӑр та, нумайччен пӗр-пӗрине урайӗнчен тӑратма тӑрӑшрӑмӑр, Хохол ҫав вӑхӑтра кула-кула пире хистесе тӑчӗ: — А-ну? Унӑн кӗрен ҫутисем уйӑхӑн ачаш та шурӑрах ҫути ҫинче уҫҫӑнах палӑрса тӑраҫҫӗ. «Мӗнне калӑн, ӑна ӗнтӗ пурте пӗлеҫҫӗ, пан голова! Кунта, авӑ, хӑранипе чӗре тапать, ҫав ылханлӑ тӑмана кӑшкӑрать, хуть пырне лартӑрччӗ унне… Санин кӗске самантра ун илемлӗ мӑйне, тӗлӗнмелле хулпуҫҫийӗсене, тӗлӗнмелле кӗлеткине курса юлчӗ. Антракт пуҫлансан вара эпӗ ун ҫине тата лайӑхрах пӑхрӑм. Анчах вӑл мана хурлантарчӗ ҫеҫ. — Вара вӑл хӑй «Война и мир» кӗнекере вуланӑ шухӑшсене каланине асӑрхамасӑрах каларӗ: — Ҫав сӑмах вӑл ниме те пӗлтермест. Таркӑнсем часрах ҫавӑнтах ҫитесшӗн, юнашарти сӑртсем ҫине куҫма сӑртӑн тепӗр енчи тайлӑмӗнче мӗнле те пулсан сукмак тупӑнасса ӗмӗтленеҫҫӗ. — Суя ку! — герцог короле ярса тытрӗ. Елена та Инсаров патне ҫыру ҫырмарӗ; унӑн пуҫӗнче урӑх шухӑш пӳлчӗ. — Халӗ каҫ пулнӑ, вунпӗр сехет, паян вырсарникун, август уйӑхӗн тӑххӑрмӗшӗ. — Ман сирӗнпе тӗл пулас килетчӗ, — илтӗнчӗ трубкӑра кӑштах хӑйӑлтатакан, хӑюллӑ сасӑ. Вӑл мана хам палланӑ сасӑ пек туйӑнчӗ, анчах вӑл кам сасси иккенне эпӗ маннӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата мӗн усси пур унтан? Вӑл сирӗнпе акацисен айӗнче кӑна хирӗҫ пулма юратать пулӗ? Корчагин, каялла ҫавӑрӑнса, тухса кайма пикеннӗ. — Эпир хамӑр та тин кӑна килтӗмӗр-ха. Ҫапла-и? Каҫхине жандармсем килчӗҫ. Ӑҫтан эп сирӗнпе мӑшӑр пулам? Ку — хӑрушӑ Ангола, ҫитменнине тата унӑн чи тӗттӗм кӗтесӗ. Португали колонийӗн влаҫӗ ҫитсе курман, надсмотрщиксен саламачӗ шӑхӑрнӑ май чура караванӗсем вӗҫе-вӗҫӗн пыракан тискер вырӑн. Мухтав юррисем юрла-юрла та ырӑ шӑршӑллӑ ҫусем ҫунтара-ҫунтара хисеп кӳнӗ вӑл Изидӑпа Озириса, амӑш варӗнчех пӗрлешсе, Гор турра ҫавӑнтах чун панӑ Египет пӗртӑванӗсене, пиччӗшпе йӑмӑкне, Деркетӑна та, Тир ҫӗрӗнчи пулӑ евӗр хӗрарӑм-турра, йытӑ пуҫлӑ Анубиса та, ҫӗресрен сыхлакан турра, вавилонсен Оанне те, филистимсен Дагонне те, аширсен Авденагине те, Утсаба та, ниневсен йӗрӗхне, тӗксӗм Киббелӑна та, Бэл-Меродоха та, Вавилон хӳтлӗхне — Юпитер планетӑн туррине, халдейсен Орне те — ӗмӗр сӳнмен вутӑн туррине, вӑрттӑнлӑхлӑ Оморогӑна та — турӑсен тӗп амӑшне, Бэл, ӑна икке уйӑрса, пӗлӗтпе ҫӗр те пуҫӗнчен ҫынсене туса хунӑ; патша тата Атанаис хӗрарӑм-турра та пуҫҫапнӑ, — Финики, Лиди, Эрменпе Перси хӗрӗсем ҫак турӑ ячӗпе, таса парне кӳретпӗр тесе, иртен-ҫӳренсене храмсен пусмисем ҫинче хӑйсен ӳчӗсене панӑ. Атя, иксӗмӗр выляр: эсӗ мулкачне тыт, эпӗ пуканине илем. Хӑрах ураллӑ урҫана такам пит хӑвӑртах качча пырӗ-ха. Тем те пулма пултарать ҫав. Вӑл ҫӳллӗскер те хӑмӑш пек хытканскер, анчах сӑн-питрен пӑхма паттӑр. Маша кӗрет, пӳлӗмре урӑх никам та ҫук… — А паспорт пур-и сан? — сасартӑк хаяррӑн мӗкӗрсе ячӗ доктор, — Пӗлетӗп эпӗ сире, сӗтӗрӗнчӗксем! Анна Васильевна ӑна кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ, хӑйсене пачах манса кайнӑшӑн ӳпкелешрӗ, вӑл шуранка сӑнлине курсан, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ; Тулта халь паҫӑрхи шав вырӑнне темрен пытаннӑ пек хӑюсӑр шӑплӑх тӑчӗ, — ҫав шӑплӑх ялта пурте пусӑрӑннине, хӑранине палӑртрӗ, пӗчченлӗх туйӑмпа ытларах ҫивӗчлетрӗ те, чуна ҫав тери кичем пусса илчӗ. — Ҫӗр аллӑ монета парса ячӗҫ, сире пулсан ахалех парӑп, — терӗ Лукашка хавассӑн. Унӑн пичӗ Базарова хурлӑхлӑн курӑнса кайрӗ. Кам эсӗ? Корветӑн хӑйне мӗнле те пулин палӑртмасӑрах ишмеллеччӗ ӗнтӗ, халӗ вара ӑна путасран сыхласа хӑварасси тата кирлӗрех пулса кайрӗ. — Манӑн та килелле шутарас-тӑр, ӗҫ лайӑхрах пулӗ, — терӗ вӑл хӑйне тирпейсӗр ҫынна хывса, анчах та хӑй кулса ярасран аран-аран тытӑнкаласа. — Епле пулма пултарнӑ-ха халиччен те эпир сирӗнпе паллашманни, — тесе хучӗ вӑл, — тӳррипех калӑр-ха, эсир хӑвӑр кӑна айӑплӑ-ҫке уншӑн, пуринчен те пӑрӑнса ҫӳретӗр, ун пек туни вырӑнсӑр. Мана ку сӑмахсене итлеме йывӑр пулчӗ, мана вӗсем питӗ кӳрентерчӗҫ. Ун ҫинчен ҫырни кӗнекене пур чӗлхесене те куҫарса пичетленӗ; тӗнчере чи нумай сарӑлакан журналсем вӑл кӗнекерен чи паллӑрах сыпӑкӗсене пичетлесе, хӑйсем енчен ӑнлантарса панӑ, ӗненекеннисем те, ӗненменнисем те, ун пирки тавлашса хирӗҫ калаканнисем те, чӑн тесе хӳтӗлекеннисем те нумай пулнӑ. Виҫӗ король мана хӑйсем трон ҫинче ларнӑ вӑхӑтра влаҫри аслӑ вырӑнсене пӗрре те тивӗҫлӗ ҫынна лартманни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. — Апла пулсан, хӗрне валли парне пама пухать те ӗнтӗ, — терӗ Оленин. Акӑ вӑл ним вӑтанмасӑрах, ҫӗлӗкне хывмасӑрах хуҫа ури вӗҫне пырса ларчӗ. Амӑшне пӗр-пӗр ӗҫ хушсан, кашнинчех ӑна ҫав ӗҫе хӑвӑрт та лайӑх тӑвас кӑмӑл хыттӑн ҫавӑрса илет, вара вӑл хӑйӗн ӗҫӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултараймасть. Каҫ пулттипе Канаш Ҫурчӗ умӗнчи пысӑк тӳреме халӑх кӗпӗрленсе тулчӗ. Темиҫе ҫын лавсем айӗнче ӳпне выртса переҫҫӗ. Ҫил темиҫе самантлӑха лӑпланчӗ. — Хушӑр кӑна, Сэнд капитан, — терӗ улӑп, юмахри Борей пек, питҫӑмартисене сывлӑшпа вӗрсе хӑпартса. Географсем ӑна тӑватӑ пая уйӑраҫҫӗ; пирӗн унӑн хӗллехи хӗвеланӑҫ енчи урлӑ каҫса каймалла пулчӗ. Каҫӗ ытарма ҫук лайӑх иртрӗ, кашни тухса калакан-пӗр мӗн тӗрӗссине кӑна каларӗ. «Пур тӗлӗшрен те». Ҫапла, ҫапла, епле пулсан та, тем тесен те пӑхчӑр. Унсӑрӑн ҫак вӑйӑ сирӗншӗн нимӗнле пӗлтерӗшсӗр. Эпӗ сирӗнтен кая мар лассопа ҫӳреме пултаратӑп. Лассо та, сирӗн пекех, ҫӑмӑл та инҫе ывӑтатӑп. Пӑхӑр-ха, мӗнле эпӗ ӑна лайӑх тыткалатӑп! Неушлӗ сана колхоз хаклӑ мар? Тем тесен те, ҫӑкӑра ахальтен ҫӗртмен. — «Инҫе мар, вунӑ ҫухрӑм ҫеҫ пулӗ», — тенӗ старик. Темиҫе ҫултан ҫак ҫырури кашни сӑмаха асапланса асӑнасса пӗлеймерӗм эпӗ. Ҫав ырӑ куҫсем хӑраса, ӑнланмасӑртарах пӑхаҫҫӗ. — Инструкцине асра тытӑр: ан выртӑр! — Вӑл пӑртак манран хӑрать те пулӗ. Эсир мана уншӑн кайран тав тӑвӑр. Ним тусан та килӗшмест! Ку юлашки сигнал пулнӑ, хӑрушлӑх ҫывӑха ҫитнине пӗлтернӗ. Вӑрӑ-хурахсем тӗрлӗ еннелле — пӗри тинӗс енне, бухта ҫыранӗ тӑрӑх, ыттисем сӑрт айккипе тӑвалла тарчӗҫ. Тепӗр ҫур минутран ҫул ҫинче пӗр Пью ҫеҫ тӑрса юлчӗ. — Ӳссе ҫитӗнсен эсир нихҫан та, ытти хӗрсем пек, ташӑсемпе тата ҫавнашкал кирлӗ-кирлӗ мар япаласемпе хӑтланас ҫуккине эпӗ яланах пӗлнӗ. Марья Ивановна чӗтре-чӗтре картлашка тӑрӑх утса кӗнӗ. Аннем, хӑтар хӑвӑн мӗскӗн ачуна! унӑн чирлӗ пуҫӗ ҫине куҫҫульне ӳкерсем! Эпӗ ӑна тӳрех сисрӗм. Тата вӑл яланах ӳсӗр ҫӳрет. — Ӑҫтан пӗлес, — тет вӑл Гленарвана, — Каи-Куму хӑй курайман ҫыннине вӗлернӗшӗн ҫилленме мар, ӑшӗнче тен тавтӑвать пулӗ сире. Кондрат Майданниковӑнне, хӑйӗн кӳршӗри кумӗ ҫийӗнчи кӗпине кӑвапа таранах ҫурса антарчӗ. Джон кӑшкӑрса ячӗ, йывӑҫ тураттисенчен ярса тытрӗ, хул айӗнчи костыльне ҫӗклерӗ те, Том ҫинелле, сӑнӑ пек, ывӑтрӗ. — Вӑл илсе килеймерӗ вара, мӗншӗн тесен эп ӑна ҫӗмӗртӗм. Куратӑп — вилнӗ ҫынна, темле ачана ҫӗклесе пыраҫҫӗ. — Ҫапла, сивӗрех ҫав. Вӑл, килӗшнине пӗлтерсе, куҫ хупанкине лӑпкӑн антарчӗ, унтан кукамӑш ҫине хӑравҫӑллӑн пӑхса илчӗ те васкаса пӑшӑлтатрӗ: — Ҫапла… эпӗ хам та шутланӑ… каярах… тӑхтӑр… Гленарван, ку сӑмах пирки калаҫса тӑмасӑр, кӑмӑлсӑр пӑхакан куҫӗсемпе аслӑ инспектор ҫине пӑхрӗ. Хӑшӗсем, Фома ҫине шанчӑксӑррӑн пӑхса, айӑккалла ҫаврӑнса тӑнӑ. Эпӗ хӑтартӑм ӑна. Анчах кӑшт хӗсӗнерех пӑхакан куҫӗ ӗлӗк подпоручик пулнӑ Лятьевскин савӑнӑҫлӑ, кӗҫ кулса ярас пек сӑн-питне пӗрре те пӑсмасть. Малалла кайма ҫӑмӑлрах пулчӗ, вара эпӗ утӑмсене хӑвӑртлатрӑм. Вулас кӑмӑл та пур! — терӗ йӗкӗт, янахне сӑтӑркаласа. Ватӑ маркиз темӗнле майпа ҫакӑн пек пӗлтерӳсене пур ҫӗре те: ҫуртсем ҫумне те, йывӑҫсем ҫине те, манӑн гостиница алӑкӗ ҫине те ҫыпӑҫтарса тухма ӗлкӗрет. Сизов сӑнӗ шурса кайнӑ, сухалӗ арпашса пӗтнӗ, чӗтресе тӑрать. Сахал мар… Анчах, мур илесшӗн, кам пулнӑ-ха кӗнекен хуҫи? Тухса каяс умӗн ӗлкӗрӗпӗр. Хӑҫан та пулин манма пултарать-и вӑл? Хулӗ урлӑ уртнӑ сарлака хӑю вӗҫне хӑй хыҫҫӑн пыраканнин пиҫиххийӗнчен ҫыхнӑ. Ҫак ҫынсем мана кӑмӑла каймаҫҫӗ. — Шухӑшсене е канашсене тата ытти мӗнпур сведенисене. — Халех чупса килет ак! — терӗ мана Максим Максимыч, хӗпӗртенипе: — ӑна кӗтме хапха умнех тухса ларам-ха… Ҫавна хӑйпӑтса илсе пӑх-ха: сухӑр чӑмӑркки пиҫсе ҫитнӗ, никам тӗкӗнмен слива ҫырли пекех тӗтӗм тӗслӗ ҫав тери ачаш паспала витӗннӗ. Унтан аллисене кутамкка пиҫиххийӗсем хушшинчен кӑларчӗ те, аран-аран тӑрса ларчӗ. — Эсӗ, паллах, хӑв та ӑнланатӑн, Олеся, — каллех пуҫларӑм эпӗ, — мана кунта юлма меллӗ те мар, вырӑнӗ те ҫук, юлашкинчен тата службӑпа та хисеплешмесӗр тӑма юрамасть… Фелим «пике» тесе кӗске сӑмаха каласан, Исидора темшӗн ассӑн сывласа илнӗ пек туйӑннӑ. — Ну, мӗнех вара? — терӗ вӑл карӑнкаласа. Вӗсен артиллери пулни, анчах тупӑсенчен пеменни Говэна тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ маннӑ-мӗн. — Акӑ мӗн. Ача вуникӗ ҫул тултарнӑ тӗле вӑл симӗс тӗслӗ пулать, вара ача ҫирӗм пиллӗке ҫитичченех ҫав тӗслӗх юлать, унтан вӑл тӗттӗм кӑвак тӗсе куҫать. Унтан инҫетрех мар ерипен ҫӗр ҫинчен ҫӳлелле сталагмит ӳссе хӑпарнӑ, вӑл хӑй тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан сталактит ҫинчен нумай ӗмӗр хушши шыв тумламӗсем тумласа тӑнипе пулнӑ. Ҫыхас ӑна! — тет. Темле ишӗлчӗк куписем ҫунса пӗте пуҫланӑ: ку шӑпах Эрб-ан-Пайль ферми пулнӑ та ӗнтӗ. — Табакеркӑма манса хӑварнӑ, — терӗ Марко васкавлӑн, — табакерки чӑнах та сак ҫинче выртать. Чи юлашкинчен Рыбин тухрӗ; вӑл хура куҫӗпе Павел ҫине ҫав тери тинкерсе пӑхса илчӗ те, шухӑша кайса:— Ну-у, — сывӑ пултӑр! — терӗ. Муромскийӗн лаши, нихӑҫан та ухутара пулманскер, хӑраса ӗрӗхсе кайнӑ. Тикан тинех пуҫне усрӗ, аллисем те усӑнса анчӗҫ. — Господасем мужикшӗн ют ҫынсем теҫҫӗ. Шыв ӗҫӗр! — приказ пачӗ Озеров. Правлени ҫӗнӗ пӗвесем тума килӗшрӗ, Яков Лукич вара, уй-хир ӗҫӗсем пӗтсен, пӗвесем валли йывӑҫ хатӗрлеме тытӑнчӗ. Ҫав эмелсем усӑ ытла та сахал параҫҫӗ. Давыдов, кӑмӑллӑн кулса, сӗтел умне ҫывхарнӑ май паллакан ҫынсем ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Каярахпа тин вӑл ҫирӗм е ҫирӗм иккӗсенчен те иртмен, йӑрӑс пӳлӗ те илемлӗ хӗрарӑм иккенне Алексей ӑнланчӗ. Июль уйӑхӗнчи каҫ, сада хӗрлӗрех тӗттӗмлӗхпе тултарса, ҫумӑрпа йӗпетнӗ хӗвелпе ӑшӑтнӑ ҫӗрӗн йывӑр шӑршине чӳречесем витӗр илсе кӗртрӗ. Нагульнов хатӗрлевҫӗсемпе калаҫрӗ, вӗсен ӗнентерӗвӗсене пӑхрӗ, вара Разметнов енне ҫаврӑнчӗ: — Ӗҫ мӗнре-ха капла? — Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, — терӗ вӑл куҫне мӑчлаттарса тата хӗскелесе илсе. Хӑвӑра хӗнеттерес килет-им? Ну, турра кӗлтӑвар! Отвечӗ ӑнӑҫлӑ. Пӳрчӗ маркитант палаткинчен пысӑках пулман. Ялта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ: темиҫе пӳртре хӑй ҫути курӑнать, лӑпкӑ юханшыв ҫийӗн мӗкӗрнӗ евӗрлӗ сасӑсем илтӗнсе тӑраҫҫӗ. Санин кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑн та юлчӗ. Океансем ҫинче ҫӳрекен пӑрахутсенчен ҫавӑн пек шӑршӑ кӗрет. Амӑшне питӗнчен вӑл темле урӑхла куҫпа пӑхрӗ, хӑйӗн тути вӑраххӑн кӑна кулса сарӑлчӗ. Лешӗ — пӗлместӗп: узбек пулчӗ-и вӑл е азербайджанец, кутӑн та чӑхӑмҫӑрахскер, пурте ӑна килӗшмест, — тытрӗ те пирӗн приписник пек ҫапла лаплаттарса хучӗ «Кӑмӑллӑ мар!» Вӑл «Бенедиктӑн ултӑ ураллӑ кӑпшанки» текен, энтомологире пысӑк улшӑну тума пултаракан чаплӑ ӗҫ ҫинчен ӗмӗтленчӗ. Юн кӗвӗлсе ларнӑ, кӑвакарса тухнӑ вырӑнсене пӑхӑр укҫапа е пӑр катӑкӗпе сӑтӑркаласа, Алексей нимӗн те чӗнмерӗ, хурчканни пек куҫӗсене ялтӑртаттарса тӑчӗ ҫеҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, тӗрмере ларакан ҫынна кам та пулин сӑнаса пурӑнать, ун ҫинчен вӑл комендантне пӗлтерсе тӑрать. Августӑн 20-мӗшӗ, кӗҫнерни кун. Энск карчӑкӗ Эпӗ ҫак куна лайӑхах астӑватӑп-ха, ун чухне пӗрре ҫумӑр килсе чашлаттаратчӗ, тепре хӗвел пӑхса яратчӗ. Любовь хӑйӗн тенкелӗ ҫинче канӑҫсӑр пӑркаланнӑ. Апат ятарласа хатӗрленӗскер пулчӗ: осетрӑсем, белугӑсем, стерлядьсем, спаржа, путенесем, карӑксем, кӑмпасем повар ӗнертенпех вӗри апат ҫименнине палӑртса тӑраҫҫӗ, повара пулӑшакан тӑватӑ салтак аллисенчи ҫӗҫҫисене пӑрахмасӑр ҫӗрӗпех фрикасе тата желе хатӗрленӗ. Ҫак сӑмахсӑр каланӑ хӑюсӑр чӗнӳрӗн Давыдов кулса илчӗ. Унта шултӑра саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ: Эп качака-качака, Пур ҫынна хӑратакан. Ҫак ҫынсем сире пӑхӑнаҫҫӗ. Ӗмӗрне те пулмасть. Унӑн кӑмпа, мӑйӑр сутнӑ укҫа пӑртак пуҫтарӑнсан, вӑл яланах ҫав укҫапа «вӑрттӑн пулӑшу» парса, ӑна чӳречесем умне хурса сӳретчӗ, хӑй вара праҫниксенче те саплӑклӑ ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Унӑн тути хӗррисем ҫинче тин кӑна выляса тӑнӑ илӗртӳллӗ кулӑ пулман та темелле. Унтан вара вӗсем каллех малалла, Севастополь еннелле ҫул тытрӗҫ. Унӑн куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ, янах шӑмми чӗтресе тӑрать. Вӑл ман сасса ҫех лайӑх уйӑрать. Вӑл яланах ытти картинӑсемпе хупӑрланса тӑнӑ пирки художник ун ҫинчен мансах кайнӑччӗ. Ҫапла-а… Халӗ адмирал ман ҫине сӗтел урлӑ кармашса пӑхать — эпӗ унтан сылтӑмрарах, хӑнана килнӗ журналистсен хушшинче ларатӑп, Ф. вӗсене ҫӗҫӗпе те ҫимӗҫ калакӗпе апатланса тӑшман эсминецне епле путарни ҫинчен каласа парать. Сӑнран пӑхма вӑл чирлӗ пек, анчах вӑрманти тӗксӗмрех ҫутӑра ун сӑн-пичӗ пушшех шуррӑн курӑнать. Вӑл пит хӑраса ӳкнӗ-мӗн. Мексиканецсем ҫав спорта ачаранпа хӑнӑхса пыраҫҫӗ тенине илтнӗччӗ эпӗ. Ҫавӑнпа вӗсем ҫавӑн пек ӑста. Вӑл тӑчӗ. Тен, чакалкӑсем сисеҫҫӗ пуль те, кӑмӑлсӑрланнӑ сӑн-питлӗскерсем, тепӗр еннелле каҫаҫҫӗ пуль; ман тӗлте, сывлӑшра, хӑйсене калама ҫук пысӑк утравсем пек курӑнакан ҫулҫӑсем хушшипе вӗҫсе, вӑрӑмтунасем нӑйӑлтатаҫҫӗ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, ҫӗр, пин, мӗльюн вӑрӑмтуна, вӗсем пурте вара, мӗн те пулсан каласа, е мӗншӗн те пулин ман тавра нӑйӑлтатаҫҫӗ; тата вӗсенчен кашниех, ман пекех, ыттисенчен уйрӑм Дмитрий Оленин». — Ниме те тӑмасть-и? Унтан вӑл чӑнласах каларӗ: — Халлӗхе тутар мар-ха. Анчах Гленарванӑн савӑнӑҫлӑ пичӗ самантрах улшӑннине курсан, Джон Мангльспа ишсе пыракансем мӗн шухӑшласа илчӗҫ-ши? Паганель труби унӑн аллисенчен тухса ӳкрӗ. Капла аванрах… Ҫенӗкрен Миките тӗттӗм килхушшине тухнӑ. Петӗр кӗрӗкпе килхушши варринче лаши ҫумӗнче тӑнӑ. Анчах ачасем чӗнмерӗҫ, ҫума-ҫумӑн тӑнӑскерсем, Женя патнелле стена пек ҫывхарма пуҫларӗҫ. Вӗсем халӗ те тумласа тӑраҫҫӗ, малашне те, эпӗ халӗ асӑннӑ ӗҫсем халапсем ӑшне путса пӗтӗмпех манӑҫа тухсан та, ҫав тумламсем тумласа тӑрӗҫ. Тепӗр тесен, тен, пирӗн вӑхӑтра урӑхла геройсем кирлӗ пулӗ. Никита, кулнӑ чухнехи пек, ҫӑварне чалӑштарчӗ, хӑйӗн тӗксӗм кӑвак сухалне ывҫи ӑшне пуҫтарса тытрӗ те, кулма чарӑнса, тӗттӗмлӗхре малаллах калаҫрӗ; унӑн сӑмахӗсем Петра хускатса ячӗҫ, унӑн ытларах пӗлес туйӑм ҫуралчӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл темле хӑрушӑ япала пуласса кӗтрӗ. Ҫапах та пӑртак хӑнӑхсассӑн, ҫав ҫыннӑн лӑпкӑ юмор та пурри сисӗнме пуҫланӑ. Май уйӑхӗнчи таса ир ҫутинче, кӑвакрах тӗтре витӗр, Мускав та курӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. — Алле! Тупата, ҫав хӗрарӑм ним чухлӗ те хӗрхенме пӗлмест пуль ҫав! Анчах тӗнчере пурин те вӗҫӗ-хӗрри пур. Паганель, хӑй каланӑ пек, «арпашса кайнипе», кашни блюдӑна икшер порци яра-яра илет. Мӗнле майпа тӑрӑшмалла? Кораблев шухӑша кайса уткаласа ҫӳрерӗ. Капла эпӗ шӑппӑн ӗҫетӗп, вилене асӑнатӑп, ӑйӑрсене шӑваратӑп та ҫывӑрса каятӑп, факт. — Мӗншӗн эс ҫилленетӗн мана? — ӑнланаймасӑр ыйтнӑ Фома пӗрре, ашшӗн кӑмӑлӗ лайӑх чухне. Ҫак ҫӗршывра пулнӑ май вӗсемпе мӗн чухлӗ ҫывӑхрах паллашрӑм, ҫавӑн чухлӗ эпӗ вӗсене курайми пулса пытӑм. Кухньӑра тӗттӗмрех, малти пӳлӗме кӗмелли алӑк хупӑ. Пурте пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, пурте ҫав чӳрече ҫине пӑхма пуҫларӗҫ. — Эсир мӗнле пурӑнатӑр, мистер Сильвер? — тесе ыйтрӗ вӑл, чылай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Халӗ, — терӗ вӑл, — паллашнӑ хыҫҫӑн, сире пӗр ыйту пама юрать пуль тесе шанатӑп, господин Паганель? — Вӑл мана тепӗр аллипе мӑйран тытать, хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянакан пӳрнисем мана кӑтӑклаҫҫӗ. — Тӗрӗксем килчӗҫ, Бойчо пичче. — Императрица ӑна каҫарма пултараймасть. Санин ӑна ӗҫшӗн нимӗн те хӑрамалли ҫук, ӗҫ пӗтрӗ тесе ӗнентерме васкарӗ. Е выҫлӑх-ши? Пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ арҫынсем пурте мана темшӗн «Аван ӗҫ» пек туйӑнатчӗҫ, пит пысӑк асап тӳссе вилнӗ хӗрарӑмсем — кукамай пек, сӑваплӑ пулнисем тата кукаҫей пек, унӑн лайӑх сехечӗсенчи пек туйӑнатчӗҫ. Миките ҫав вӑхӑтра лаши ҫине ӗнерчӗк хунӑ, сӳсмен тӑхӑнтартнӑ, хӑрах аллине сӑрлӑ ҫӑмӑл пӗкӗ тытса, тепринпе лашине ҫавӑтса, сарай айӗнче ларакан икӗ ҫуна патне пырать мӗн. Зажигалка кустӑрми айӗнчен сирпӗнекен хӗлхемсем ҫеҫ, пӗчӗк ҫиҫӗм евӗр, унӑн питне ҫутаткаласа илчӗҫ. — Службӑна юрӑхлӑ маррине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех мӗншӗн демобилизациленместӗр-ха? Ҫамрӑк ҫын, хӑйне ӑҫта илсе каясса лайӑххӑн пӗлмесӗрех тенӗ пек, хӗр хыҫҫӑн утать. — Ӗненетӗп те-ха, анчах ӑнланаймастӑп акӑ, мӗншӗн мана эсир паян пур пӗрех вилмелле пек туйӑнаттӑрччӗ? Мӗн чухлӗ хӗрарӑм пулӗ, мӗн чухлӗ пӑшӑрхантӑм, унӑн шӑпи ҫинчен шухӑшласан, чӗрем ҫурӑлса тухатчӗ… Хӑшкӑлса ҫитрӗм, чӑнахах та. — А эсӗ мана ан вӗрент! — Укҫа, — урӑх нимӗн те… Ҫирӗплетӗр… — Негоро! — хытӑрах кӑшкӑрчӗ Халл капитан. Атӑл ҫинчи Нимӗҫсен Автономлӑ Республикипе Киргиз Союзлӑ Республики ҫинчен те, сӑмахран, ҫавнах калама тивет; вӗсенчен пирвайхи автономлӑ республика халлӗн юлать пулсан та, культурӑпа хуҫалӑх тӗлӗшӗнчен иккӗмӗшӗнчен ҫӳлерех тӑрать. Андрей нимӗҫе ҫӗре хучӗ. — Терентий пӗтрӗ вӗт, э? Вӗлертӗм ӑна эпӗ. Павел хӑй именнине те манса кайрӗ, вӑл ӑна тахҫантанпа пӗлекен ҫынпа, калаҫнӑ пек, пиччӗшӗ килне тавӑрӑнманни ҫинчен те каласа пачӗ; вӗсем кӳлӗ хӗрринче ҫав тери килӗшӳллӗ калаҫса ларса, темиҫе сехет иртсе кайнине те сисмерӗҫ. — Анчах боецсем, пурте тенӗ пекех, ҫӗнтерессе ӗненеҫҫӗ. Эпир Джимпа иксӗмӗр пӑшӑрханма тытӑнтӑмӑр. Ӗҫре эпӗ мӗнле вырӑн йышӑннине ҫакӑнтан пӗлме пултаратӑр: ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫултан пуҫласа эпӗ чикӗ урлӑ пилӗк хут каҫнӑ, Парижра Кутеповпа пилӗк хут курнӑҫнӑ. Калаҫу ҫӗнӗрен пуҫланчӗ: — Эсир ӑҫтан килтӗр? Мӗн шухӑшпа вӗренме пуҫланӑ тата унпа Джемма? Пӗлетӗп эп — сӑмавар ҫине ман пит пӑсӑлса ӳкет. Унтан кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче 80 мильре Недоступная утравӗ пур, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енче 10 мильре — Соловей утравӗ пур, ҫакӑнпа Атланти океанӗнчи пӗчченлӗ пӗчӗк утравсен архипелагӗ вӗҫленет. — Хӑш-пӗр замоксенче чӑнах та ҫавнашкал ҫӗр айӗпе тухмалли ҫулсем пур, анчах Ла-Тургра ун пекки ҫук. Вӑл тутисемпе Давыдовӑн шӑртлӑ пит ҫӑмартине кӑшт тӗкӗнсе илчӗ те вӑштах ура ҫине сиксе тӑчӗ. «Ну, юрать!» тет кошевой: «ху пӗлекен курене кай». Лаксах вилнӗ. Питне ҫуса, ҫӳҫӗсене турама ӗлкӗрнӗ Комиссар Алексей ҫине кулараххӑн пӑхса сӑнаса выртрӗ. Туратсемпе тӗмӗсемсӗр пуҫне ним те пулман. Курчӗ те мана хайхи Селиванов, кӑшкӑрать: «Эй, тимӗрҫ, кил-ха кунта!» — тет. Porte-crayon та ман килте килӗшмерӗ; эпӗ ӑна сӗтел сунтӑхне хутӑм; хама йӑпатма: ку япала кӗмӗл, ҫирӗп тунӑскер тата студентшӑн питӗ усӑллӑскер, тесе шухӑшларӑм. Пиккене куҫса, вӑл хӑйӗн машинине халӗ ҫеҫ ҫӗр ҫумӗнчен ҫӗкленнӗ йывӑр та вӑраххӑн вӗҫекен «ломовик» ҫинелле чул пек чӑмтарчӗ те лешин дюральрен тунӑ тӑватӑ кӗтеслӗ кӳлепине пулемётран киленсех темиҫе тапхӑр ҫунтарса илчӗ. Халь вӑл пит чӑсланкӑ пек те вӑрӑм алӑллӑ ҫын пек курӑна пуҫларӗ. Тем пек хыпалансан та, тумтирӗ кӗске иккенне асӑрхарӗ вӑл. Дубков вара камран та пулин выляса илмесӗр чӑтма пултараймасть. Пулма та пултарать, ҫав пархатарлӑ тумпа эпӗ каснӑ-лартнӑ денди, пӗр галунӗ те ытлашши мар; хӗҫ-пӑшалӑма ытла тӗрӗлесе пӗтермен, ҫӗлӗкӗм ытла ҫӑмламас мар, ытла кӗске ҫӑмлӑ та мар; ноговицӑсемпе пушмакӑма шӑпах юрӑхлӑ тунӑ; бешметӑм шурӑ, черкескӑм йӑлтӑркка хӑмӑр. — Аверьян мӗнле? Николай Антоныч кулмарӗ. Ашшӗ Андрийран та пӗрре кӑна тӗлӗнмен, вӑл ҫакна курса тӑнӑ: вӑл, ҫапӑҫу вӗрилӗхӗпе хыпӑнсан, нимрен хӑрама пӗлмен ӑслӑ козак та нихӑҫан кӗме хӑяйман чи хӑрушӑ ҫӗрелле кӗрсе каять, урса кайса пӗрре ҫапӑҫнипех тӗлӗнмелле ҫӗнтерӳ тӑвать, ку ҫӗнтерӳрен вара ҫапӑҫури ват козаксем те шалтах тӗлӗнсе тӑраҫҫӗ. Йытӑ хуса кӑларсанах вара эпӗ сире кӑшкӑрса пӗлтерӗп. Вӗсем килнине юлашки кунсенче станцине тӑлӑха юлнӑ пӗр пӗччен паровоз гудокӗ кӑшкӑртса пӗлтерчӗ. Анчах та маншӑн ҫак дневниксене чӑтӑмлӑх генийӗ ҫеҫ вуласа тухма пултарнӑ пек туйӑнать! — Ҫапла ҫав! Эпӗ Доггер хыҫне вырнаҫса ларса унӑн пиҫҫихийӗнчен тытсанах, таможня начальникӗ малалла кайма приказ пачӗ, вара отряд кал-каллӑн юрттарса доктор Ливси ҫурчӗ енелле кайрӗ. Поэт урӑхла каланӑ: «Аudentes fortuna juvat…» Пӗр тӗлте, туннель ансӑрланса пынӑ ҫӗрте, эпӗ сулахай алӑпа стенана сӑтӑрса пӑхрӑм. Хуҫасӑр пуҫне магазинта ман тӑван, Якку куккан Саши тата аслӑ приказчик — пит ҫыпӑҫма пӗлекен, хӗрлӗ питлӗ, ҫивӗч ҫын — сутӑ тӑватчӗ. Теприне — пурӗ пӗрле ҫапӑҫнӑ вырӑнтан пӗр виҫӗ километр ҫурҫӗр еннелле, «ҫамкаран» атакӑласа. Ҫиессӗм те килчӗ манӑн. Анчах та чейӗ тутлӑ мар пек туйӑнчӗ маншӑн, бутербродсем пыра ларчӗҫ, ҫӑвар ӑшӗ Валькӑн ҫара ҫерҫийӗсем пек ӑман ҫинӗ тейӗн, темӗнле ырӑ марланса кайрӗ. — Тарха-асшӑн… Ҫур сехетре сулӑ тата ҫур миль кайрӗ. Осадчий эрех сыпса ячӗ, редиса ҫатӑр-ҫатӑр чӑмласа ватрӗ те сӳрӗккӗн ыйтрӗ: — Ну-с, хисеплӗ пухӑвӑн тӗп шухӑшӗ мӗнлерехчӗ-ха, эппин? Унтан япаласене пухса ҫыха-ҫыха хучӗ. Сулӑран яланлӑхах уйрӑлма хатӗрленчӗ вӑл. — Государствӑна? — Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ вӑл ӑнланмалла мар сӑмахсене илтес тесе тата аяларах пӗшкӗнсе. Унӑн замокӗн чул стенисем ӑна хирӗҫ тӑчӗҫ: вӗсем ӑна ҫирӗп тытаҫҫӗ, акӑ ӗнтӗ халӗ тӑван ҫӗршыва сутасшӑн пулнӑ ҫынна хӑйӗн ҫурчех парӑнтарчӗ. Тавӑрмалли сехет ҫитрӗ. Ав! Каҫхине унӑн малти линие тухса каймалла пулнӑ. Ҫывӑракансене вӑратса хӑратас мар тесе, вӑл уйӑх ҫутипе ҫуталса тӑракан крыльца ҫине майӗпен хӑпарчӗ те чечек ҫыххине чи ҫӳлти картлашка ҫине хучӗ. Эпӗ хама ҫапла каларӑм: вӗсем, чул тултарнӑ михӗ йӗрӗпе кайса, юхан-шыв хӗрне ҫитеҫҫӗ те манӑн ӳте шыв тӗпӗнче шырама тытӑнаҫҫӗ. — Пӗлместӗп ӗнтӗ мӗнле тумалла; анчах пӗртанлӑх пулсан, пӗртанлӑхах пултӑр. Тӗттӗм ҫав вӗсем. Анчах обозсӑр-мӗнсӗр те, япаласемсӗр те утма пит йывӑр пулнӑ. Пӗчӗк ушкӑн аллӑ утӑм та тӑваймарӗ, сасартӑк Том старик пат! чарӑнса тӑчӗ. Хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗн вӑйлӑ шӑрши витӗрех ҫапнӑ сӑран пиншакне йӳле янӑ, тӑваткал эрешлӗ кепкине куҫхаршисем ҫинех антарса лартнӑ. Хуласенче вӑтӑр ҫул пулман, хутортан урӑх ҫӗре тухса та курман пулсан, ӑҫтан пурне те пӗлме пултаратӑн-ха эсӗ? Андрей Петрович ҫав тери ырӑ ҫын! Апла пулин те, тепӗр кунне флигеле кайнӑ чух эпӗ хытӑ иментӗм, ҫапах вӑрттӑнлӑха тытма пӗлекен ҫын евӗр пулма тӑрӑшса, ҫав именчӗклӗхе кӑлӑхах пытарма, хама ирӗклӗнрех тыткалама тӑрӑшрӑм. Эсир тупӑшсене кура виҫеллӗ налог хурасшӑн, эпӗ нимӗнле налог та тӑвасшӑн мар, эпӗ общество тӑкакӗсене общество тупӑшӗн ытлашши пайӗпе тӳлемелле тӑвасшӑн. Акӑ мӗн, мунча кӗртес пулать сана. Княжна, яланхи пекех, малтан ун ҫине темӗнле аван мар япала тума хатӗрленнӗ пек тӗлӗнсе пӑхрӗ, унтан тарӑхсах тинкере пуҫларӗ, анчах лешӗ ун ҫине ҫавӑрӑнса пӑхмарӗ. Пӳртпе колхозӑн ҫывӑхри ҫурчӗсем хушши мӗн чухлӗ пулассине Воропаев куҫпа пӑхса виҫрӗ, хушӑ икӗ километра яхӑн пулчӗ. — Итлӗр-ха, — терӗ вӑл француза пӳлсе, — сирӗн ҫак пуласлӑх вырӑнне 10.000 таса укҫа илсе, халех Парижа каялла таврӑнас пулсан, мӗнле пулӗччӗ-ши? Наступлени тӑвакан ҫарсем, юн юхтара-юхтара, вӑйсӑрланса пынӑ. Вӗҫкӗнленмесӗрех ӗҫе тума пулать… Ку япала нумайӑшӗн куҫӗсене уҫрӗ…» Тен, вӑл ӑна читокӑри пӗр-пӗр барака хупса хучӗ пуль? Таупо кӳллинчен Плент бухтине ҫитиччен ҫӗр мильрен ытла каймалла мар. Ирӗксӗрех чӗре хытса ларать, чун хупӑнать… Вырӑнтан хускатнӑ йывӑр кӗнеке аналой хӗррипе шурӗ те пӗр енӗ аялалла усӑнса анчӗ, унтан, лӳчӗркенсе, ҫурӑлса, ҫурри хуплашкинчен уйрӑлса пӗтнӗскер, урайне шаплатса ӳкрӗ. Ҫав халапсене, ирсӗрскерсене те суйса кӑларнӑскерсене, илтсессӗн, мана пит кӳренмелле туйӑнать; куҫ хыҫӗнче эпӗ хӗрарӑмне хӗрхенетӗп, уншӑн хӑратӑп. Анчах алҫырӑвне, каялла килнӗ чухне, почта ҫухатать. Пырать, кусем пӗри те начар мар… Ҫӑкӑр татӑкне касса илме пулать, ҫара мар. Н-да… Унтан манӑн шлюпкӑна Блефуску императорӗн портне кӗсменпе ишсе килес тесе чылаях тӑрӑшмалла пулчӗ. Стефчова тапса кӑларӑр! — илтӗне пуҫларӗҫ сасӑсем. Каланине итлемерӗ пулсан — ан тив хӑйне ӳпкелетӗр! Атьӑр сасӑлар! * * * Исидора хӳшше кӗнӗ те чирлӗ ҫын вырӑнӗ патне пынӑ. — Мастика? Пурте шапах пулаҫҫӗ, вулаканӑн хулӑм сасси ҫеҫ илтӗнет. Пӑтӑ ҫинӗ чух никам та чӗнмерӗ, пурте халь ҫеҫ мӗн илтн ҫинчен шухӑшларӗҫ. Лӑстӑр-ластӑр чӑрӑшсем айнелле пӗчӗк ушкӑншарӑн пуҫтарӑнса, вӗсем хуллен, шухӑша кайнӑ пек, халаплама тапратрӗҫ: — Пӗрле пуҫтарӑнасса пуҫтарӑнтӑмӑр, анчах мӗн усси? Атӑлӑн тарават ҫыранӗсем вӗҫӗмсӗр тӑсӑлса, хирӗҫ шуса пынӑ, куҫа та, чуна та хӑйсен иксӗлми иле мӗне ачашланӑ, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ картинӑсем кӑтартнӑ. Ҫын пӑшалне ҫӗклерӗ, вӑл ӑна хӑй хулпуҫҫийӗ тӗлне ҫитерсен тин мӗн тунине чухласа илчӗ. Сасартӑк духовая музыка янӑраса кайрӗ, хӑнасем ӗҫсе ларакан илемлӗ пӗчӗк хӳшӗ умнех ултӑ кӗсменле кимӗ пырса чарӑнчӗ. Вӗсем вара кимӗпе кӳлӗри пӗчӗк утравсем тавра ярӑнма тухса кайрӗҫ; хӑшпӗр утравӗсем ҫине анса ҫӳрерӗҫ. Каялла таврӑнма вӑхӑт пулман ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӑл палланӑ ҫынсенчен пӗр хут аяларахра пурӑнакансен алӑкӗнчен хӑюллӑн шакканӑ та, чӑматанӗпе палламан ҫынсем патне кӗрсе тӑрса, хӑй епле йывӑрлӑха лекни ҫинчен ним пытармасӑр каласа панӑ. Кукша марсиан шӑхӑрчӗ. Кӗнекесенчен пӗрне — вӑл ҫӗклев машинисен чертежӗсемлӗ, — Лось каярахпа вӑхӑт тупса паллашас йӳтӗмпе кӗсйине чиксе хучӗ. Пӑртак тӑрсан алӑк яр! уҫӑлса кайрӗ. — Пӗлместӗп ӗнтӗ. Яланхи пекех ҫакӑнтах хӑварас мар-ши? Кунта унӑн пурӑнӑҫӗ начарччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑй укҫа-тенкӗ йӗркесӗр тустарса пурӑнатчӗ: ӗмӗрех ҫуран ҫӳретчӗ, хура сюртукӗ те кивелнӗскерччӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пирӗн полкри мӗн пур офицерсене пӗрмаях ӗҫтерсе ҫитеретчӗ. — Эс ан тапкалан! Анчах вӑл ҫав самантра карцер ҫинчен аса илчӗ те, хулпуҫҫисене пӗркелесе, пусма тӑрӑх аяла анчӗ. Пилӗк-ултӑ ҫаврӑма ҫине-ҫинех хутласа, ту ҫырмин чӑнкӑрти янравӗ евӗр, юхать те юхать хӑй еккӗн ансат та ачаш кӗвӗ. — Катя, пирӗн курнӑҫмалла пулать. — Ан тив эсӗ мана, — тет, — эпӗ сана тивмерӗм-ҫке. Эсир ӗнтӗ ахаль те пӗтӗмпех пӗлетӗр пуль. Лашасене шӑварӑр! Ҫил-тӑман чарӑннӑ. Ҫав договор ҫинче мӗнле ҫул пирки сӑмах пынине тавҫӑрса илме йывӑр та марччӗ ӗнтӗ, «Каҫхи хӑнана» тӗл пулни те (ҫапла калатчӗ Катя ҫак гидрографа) ман асӑма килчӗ. Панталеоне кӑштах ахлатса илчӗ. Ытах та эпӗ — ултав кӑна куратӑп пулсассӑн… Катя ӑна хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ, уйрӑлнӑ чух ҫеҫ, тарӑн шухӑша кайса, ӑна чуптуса илчӗ. Лушка манӑн мӗнпур йӗкӗтсене ӗрӗхтерсе ячӗ: пурне те йӑл кулса илӗртет. Анчах ҫапах та, астӑватӑп, пурӑнӑҫ мана тата ытларах кичемлӗ, хытӑ пек туйӑнса пыратчӗ, хам ӑна кунран-кун мӗнле курса тӑратӑп, ӑна ӗмӗрех ҫавӑн пек пулмалла туса хунӑ пек туйӑнатчӗ. Вӑл хӑйӗн тусӗ ҫине ачашшӑн, пӑха-пӑха илнӗ, — Саша пуринпе те кастарса калаҫни тата хӑйне чӑн-чӑн улпутла тытни Фомашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ. Анчах ӑна хӑйне те пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхасси касать. — А ну, курасчӗ сире, мӗнлескерсем эсир… Васек! Дениска, йытӑсене вӑрҫтарса пушӑпа ҫапма юратаканскер, кун пек самант килсе тухнишӗн савӑнсах кайрӗ, вара, пит-куҫне юриех хаяррӑн пӗркелентерсе, пӗр йыттине, авӑнса, пушӑпа туртса ҫапрӗ. йытӑсем тата ытларах урса кайрӗҫ, лашасем малалла тапса сикрӗҫ; Падди О'Мур сутнӑ лашасемпе вӑкӑрсем кил-ҫурт таврашӗнчех ҫисе ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене кашни минутра тытма пулать. Гленарванпа унӑн тусӗсене борт ҫинче кӗтсе илнӗ юрӑсемпе музыка хӗн-хурлӑ шӑплӑхпа ылмашӑнчӗҫ. Пирӗн артистсем, хамӑр телейсӗрлӗхе пула, ку тарана ҫитсе те пӑрахма пултарайман «пултарулӑхсем» санра пачах ҫук-ҫке. Ҫитменнине тата, ҫакӑ мӗне кирлӗ ӑна? Пире мул та, арӑмсем те кирлӗ мар… Ҫуна ҫине ларнӑ чух эпӗ кукамай чӳречисем тӗлне урама улӑм сарнине тата кӑвак чуйкӑсем тӑхӑннӑ темле ҫынсем пирӗн хапха умӗнче тӑнине асӑрхатӑп пулин те, пире ҫак вӑхӑтра уҫӑлса ҫӳреме мӗншӗн янине ниепле те ӑнкараймастӑп. Ҫапла тума вӗсене кая юличчен халех кансӗрлес пулать. — Эпир вӗҫкӗн ҫынсем мар. Калаҫасса вӑл хуллен, шухӑшласа, анчах ҫилӗсӗр калаҫнӑ пек калаҫрӗ. Хӗрарӑмсемпе ухмах ҫынсем тем те пӗр калӗҫ вӗсем. — Сирӗн укҫа пур-и? — ыйтрӗ вӑл, ҫӗрелле пӑхса. Ан калаҫ; сана сиенлӗ. Кӑшкӑрса илчӗ те йӗкӗт умне пырса тӑчӗ, сиввӗнрех пӑхрӗ. Мӗн тери ҫывӑх вӑл халь мана! Ирхине репетици турӑмӑр та — сакӑр кӗренкене пӗрре ларнипех ҫавӑрттарса хурсаччӗ…» Тӗрӗссипе каласан, пурнӑҫ урӑхла, ҫӑмӑлтарах, ҫынсем ӑслӑрах пулас пулсан — пуриншӗн те усӑллӑрах, авантарах пулӗччӗ. Саня та пӗлчӗ ӑна. Иккӗмӗш пӳлӗмӗнче пысӑк кӑмака, сӗтел, тӑрӑхла саксем тата кивӗ тӗнле турӑшсем пур. Хавасланса ӳкнӗ Лалка пуҫ тайма та ӗлкӗреймерӗ, хӑй тавҫӑрса илеймен кӑмӑлпа хӑнасем патне тухрӗ те савӑнса пӗлтерчӗ: — Соколов тухтӑр таврӑнчӗ! Вӑл арча ҫинче ҫывӑрать, арчине кил хуҫисем ҫывӑракан кроватьрен ҫӳллӗ мар ҫитсӑ каркӑчпа карса уйӑрнӑ. Пурте — ҫавӑн пекех… — Нихҫан та! — Тен вӑл присяга валли юрать пулӗ? — ыйтрӗ Дик. Эпӗ юратма пултарас пек туйӑнать… …Эпӗ Инсаров умӗнче ҫаплах именетӗп-ха. Вӑл Белёв мещенӗ. Ҫук, кирлӗ мар эсӗ мана, Варюха-горюха! Присяжнӑйсем те ҫав шутран тухса юлмарӗҫ, вуниккӗшӗнчен улттӑшӗ те пулин пӗлмелле мар юланута хыҫҫӑн хӑваланӑ ҫӗре пӗрлешрӗҫ. Каллех пӑшал сасси. — Тӗлӗнмелле, картина пек ҫӗршыв! — тӗртсе хучӗ майор. — Эпир иксӗмӗр те кунта килте: эсир — замокра, эпӗ — вӑрманта, — терӗ ӑна ыйткалакан. Мӗн кулатӑн эсӗ, шурӑ куҫ? Халран кайнӑ Шериф-ага таркӑна хӑй шырамарӗ ӗнтӗ, вӑл ҫыннисене шыраттарчӗ, камилавкӑ тӑхӑннӑ куҫлӑхлӑ ҫынсене пурне те ирӗке ямалли ҫинчен вӑл халь кӑна асне илчӗ. Вӑл вилсе кайнине эпир иксӗмӗр те ҫавӑнтах чухласа илтӗмӗр, анчах сехре хӑпнипе сӑвар уҫма пултараймасӑр, нумайччен ун ҫинелле пӑхса тӑтӑмӑр. Анчах санпа мӗн тумалла пулӗ-ши? Джек палуба ҫинче кубиксемпе темле сӑмах майлаштаратчӗ. Ача кубиксене пӑтраштарнӑ хыҫҫӑн ватӑ Томӑн ҫав сӑмахах ҫӗнӗрен ҫырмаллаччӗ. Вӑл аяккалла пӑрӑнчӗ, вара ҫав вӑхӑтрах амӑшӗ ӑна, аллинчен ҫавӑрса тытса, мӑкӑртатса, хӑй хыҫҫӑн туртса кайрӗ: — Пашӑпа пӗрле пулатӑп терӗ, хӑй пӗчченех таҫта мурне кӗрсе каять! Анчах ҫавӑнтах вӑл Лена ҫинчен, Воропаев ҫурчӗ тата колхозри ӗҫсем ҫинчен сӳпӗлтетме тытӑнчӗ. Халӑх ушкӑнӗ ӑна хӑй ҫулӗнчен каялла, ҫаралнӑ ҫурт тусем еннелле, Клисурӑ патнелле ертсе кайрӗ. Вӑл сасартӑк чарӑнчӗ те:— Эсир ывӑнмарӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Зоя ӑна тата ытларах хӗтӗртрӗ. Хӗҫне вӑл пуҫ тӑрринех ҫӗклесе тытрӗ, ҫав вӑхӑтрах, хӑй те сисмерӗ пулмалла, сулахай аллине малалла тӑсрӗ. Вӗсем хӑйсен ваннисенчен сӑмсисене кӑларса вӑйлӑн нӑриклетме тытӑнсан, иртсе каякансен лашисене васкатмалли кӑна тӑрса юлать. Вильсонпа Мюльреди хӳре ҫине чупрӗҫ. Манан уйрӑм пӳлӗм пулать (Сен-Жером пурӑнаканнине йышӑнӑп-и-ха), ӑна хам тирпейлетӗп тата тӗлӗнмелле таса тытатӑп; урӑх ҫынна хамшӑн ним те тутармастӑп. Вӑрӑм ухмах… Вӑл ун ҫумне куҫса ларчӗ. Хама ҫавӑн пек кӳрентернине нихҫан та манассӑм ҫук. Ҫак сас-чӗв мана вӑратрӗ, пуҫа тӳрех пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: «эпӗ тенкел ҫинче пачах хуйхӑрмасӑр, йӗмесӗр тӑнине тиечук курӗ те, ҫак чунсӑр ача амӑшне шелленипе е курас килнипе ҫеҫ хӑпарса тӑнӑ пулӗ кунта,» тейӗ; вара эпӗ сӑхсӑхрӑм, пуҫ тайрӑм та йӗрсе ятӑм. Мӗнле те пулин ӗҫ хушса ямалли ҫук-и? Анчах ҫав кӗрлесе тӑракан шыв юпи патӗнчен питӗ сыхланса иртмелле, унсӑрӑн вӑл пирӗн сулла пӗр самантрах путарма пултарать. — Паллах Боллӑн, тата ыттисен те. Мӗн тума пурӑнмалла сан, кун пек? Малти линири ҫарсем хыҫҫӑн, Мускав патнелле каймалли мӑн ҫулсем тӑрӑх нимӗҫсен тӗрлӗрен штабӗсемпе тылри чаҫӗсем тата резервӗсем куҫса пынӑ. — Ҫавӑнта вилӗм кӗрсе кайни ҫинчен шухӑшлатӑн та — хӑрушӑ! — терӗ Полина ассӑн сывласа, ҫинҫен сӑрласа хунӑ куҫхаршисене пӗтӗҫтерсе. Анчах эсӗ ӑнлансам: эпӗ чирлӗ ҫын, ҫавӑнпа санӑн мана хӗрхенмелле…» — теттӗм. Аркадий те ӑшшӑн кулнӑ пек турӗ. Базаров карӑнса кӑна илчӗ. Хӑй темӗн пек халтан кайнӑ пулин те ним ыратнине те туймарӗ. — Эсӗ мӗн тӑватӑн? — палӑрмаллах хӗрӳленсе, малалла каларӗ Поляница. Манӑн ҫав самантра хам икӗ кун каярах кӑна уретник килсе ҫапӑнас пулсан пӗлтерме хушса калани пуҫран пачах тухса ӳкнӗччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ҫак влаҫ ҫынни хальхи минутра ман ҫумра мӗн ӗҫ пуррине ҫийӗнчех тавҫӑрса та илеймерӗм. Вӑл ҫирӗм саккӑрта анчах пулнӑ. Вӑл лаши патне ҫитсе пыратчӗ ӗнтӗ, анчах ӑна кантӑкран усӑнса тӑракан Нестеренко каялла чӗнсе илчӗ: — Пӗр минутлӑха кил-ха, Ҫемен! Капендюхин ӑна ӗненмерӗ, анчах ҫапӑҫнӑ ҫӗре пырсан, Ситанов сасартӑк мӑкшӑна каларӗ: — Пӑрах-ха, Василий Иваныч, малтан эпӗ Капендюхинпа тытӑҫса пӑхам! Часах вӗсем чӑнах та шӑнкӑртатса юхакан шыв шыраса тупнӑ, Том вара: «Ҫӗнӗрен ларса канма вӑхӑт ҫитрӗ», — тенӗ. — Индеецсем хӑтланман-ши? — тенӗ тахӑшӗ. — Унӑн тусӗ пур, буфетра ӗҫленӗскер пулас. Кусемсӗр пуҫне, сӗтел ҫинчи ламппа шутламасан, пӳлӗмре урӑх пӗр япала та ҫукчӗ. — Опанас Иванович Цимбал, Кубаньрен куҫса килнӗскер. Темиҫе офицер, вӗсемпе пӗрле Ромашов та, пухура ларнӑччӗ те эрех ӗҫетчӗҫ, ҫав вӑхӑтра тӑххӑрмӗш рота фельдфебеле Гуменюк вирхӗнсе пырса кӗчӗ те:— Сирен высокоблагороди, ҫамрӑксене хуса килчӗҫ!.. — кӑшкӑрчӗ, хашкаканскер, хӑйӗн рота командирне. — Вӑл: «Сывӑ пулччӑр юлташсем!» тесе кӑшкӑрчӗ. — Кӑна пӗлейместӗп ӗнтӗ, — тенӗ Баун. Ватӑ негр ӑна аллинчи линь татӑкне кӑтартрӗ. Анчах нумай лараймарӑм. Сиплӗхе пулмарӗ вӑл маншӑн… Кайран ҫав туртӑмсене ҫав тери хӗрхенсе аса илетӗн, ҫеҫке ҫуричченех татнӑ таптанса выртакан чечеке шӑп та лӑп ҫавӑн пек хӗрхенетӗн. Сывӑ пул, аттемҫӗм, тутӑ та ӳсӗр те, — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса. Пытармасӑр калӑр-ха, кама килӗштеретӗр эсир? Том та пӗр-икӗ хут ӗсӗклесе илчӗ, — анчах вӑл ыттисене мар, хӑйне ытларах хӗрхенчӗ. Хӑй пит хӑранӑ пулин те, тата хӑйне никам та ан куртӑр тесе тӑрӑшнӑ пулин те, ҫав ҫын пӗрмаях юланут хыҫҫӑн пынӑ. Воропаевпа юлма та май ҫук. Кунти вырӑнсене ҫитиччен тӑмлӑ ҫӗр ҫинче ӳсентӑрансене тӑранса пурӑнмаллӑх пӑртакҫӑ нӳрӗ пурччӗ, анчах кунта кашни утӑмсерен сахал сӗткенлӗ, ырхан, типӗ ҫӗр таткисем тӗл пулма пуҫларӗҫ, кунти ҫӗрсем ҫумкурӑксӑр пуҫне урӑх нимӗн те ӳстерме пултараймаҫҫӗ. Ҫапла ҫул ҫӳрени асса кайнӑ тинӗс ҫийӗпе ишсе пынӑ пекех туйӑнса тӑрать. — Тавҫӑрса илейместӗн-им вара? Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнчен-и? Хирти ӗҫре е ярмӑрккӑсенче ҫӳре-ҫӳре хӗвелпе-ҫилпе куштӑркаса хӗрелнӗ пичӗ ялан тӗнӗ пек — кулкаланӑ хушӑра та — сивлӗкӗн курӑнать. Юханшыв енчен нӳрӗк ҫапрӗ; вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнчӗ те мана йӑлӑхтарса ҫитернӗ пӗренесене йӗпетсе улалатрӗ. Анчах ҫак самантра Коимбра синьор питрен ку таранччен пӗр майор ывӑлӗ те туянман хӑватлӑ чышкӑ туянчӗ. — Хм, тӑрӑшӑпӑр. Мотор енче вут-ҫулӑм тата хытӑрах йӑлкӑшма тапратрӗ. Кунта Павка хӑйӗн вӑрланӑ япалине пытарма улах вырӑнсем нумай пӗлет. Ромашка, ун кӑмӑлне тупас тесе, ӑна юри те выляса ярать. Турӑ пурне те усай тума пуйтарать — вӑй аннене те кӑтартма пуйтарать… Венӑра иккӗмӗш вырӑнта тӑракан япаласем ҫеҫ лайӑх, мӗншӗн тесен тӗп вырӑнта тӑраканнисем пачах пулман. Вена ытарма ҫук илемлӗ те пуҫсӑр хула. «Мӗнлескер вӑл ҫак савӑнӑҫлӑ Вена?» — шухӑшларӗ каҫхине Горева. — «Венски конгресс, венски пукан, венски пылак, венски кӗпе»… Сасартӑк: «Кунта Бакунин пулнӑ вӗт-ха! Нумайӑшӗ пӗр-пӗринпе пурлӑх ылмаштарать. Анчах ҫынсене мар, лашасен урисене перӗр, ун чухне вара пирӗн хыҫҫӑн хӑвалаймӗҫ. Вӑл Лӑпкӑ океанра ҫеҫ мар тата Атланти океанӗнче те сисӗнет. Ҫапла каланӑ Соломона турӑ, ун сӑмахӗ тӑрӑх вара патша тӗнче мӗнле пулса кайнипе ӑнсӑртла вӑйсен хӑватне пӗлнӗ, вӑхӑтӑн пуҫламӑшне, вӗҫне тата варрине ӑнланнӑ, пулӑмсем ӗмӗр-ӗмӗр хумлӑн-хумлӑн та ҫаврӑм-ҫаврӑммӑн киле-киле тухнин вӑрттӑнлӑхне тавҫӑрнӑ; Унтан эпӗ вӑрӑм та авӑнчӑк чӑпӑклӑ чӗлӗм тивертсе туртма пуҫларӑм; чӗлӗм ҫинче эрешлесе тунӑ хӗрарӑм сӑнӗ тӗтӗмпе тӗксӗмленсе, чӑн-чӑн негр пек хуралса пынине пӑхса йӑпанатӑп. Эпӗ ӑна ҫийӗнчех палласа илтӗм. — Мӗн тери ырлӑх, турӑҫӑм! Эпӗ пиччене тахҫанах хӑнӑхнӑ пулин те, ҫапах ҫак ҫын мана яланах тӗлӗнтерет. — Ҫыхас пулать, акӑ, юн! — Чун апачӗ! — терӗ вӑл. Николай Петрович пачӗ вӗсене пире; тахҫантанпах ҫакӑнса тӑраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем. Чӑптаҫӑ арӑмӗ пӗчӗк пӳрт пек туйӑнать, кӑкӑрӗ унӑн крыльца евӗрлӗ малалла тухса тӑрать; симӗс тутӑр ҫыхса картласа илнӗ хӗрлӗ питне пӑхсан, маччари чӳрече аса килет, хӗвел ҫутти ҫапнӑ чухне ҫав чӳрече мӗнле туйӑнать, ҫавӑн пекех туйӑнать ун пичӗ те. — Мӗншӗн кӑна курнӑ вӑл ҫавӑн пеккине?! — ӳпкелешсе сӑмах хушрӗ асламӑшӗ. Ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн куҫӗсене вӑл Соломон ҫинче ачаш, ҫепӗҫ кулӑпа чарса тӑратнӑ та вӗсене текех ниҫталла пӑрман вара; патша, Суламифь пекех, ҫаппа-ҫарамасскер, ун вырӑнӗ умӗнче чӗркуҫленнипех тӑнӑ, урисем юнра ишнине те, аллисем кӗрен тӗспе пӗвенсе ларнине те асӑрхаман. Ҫӗрӗн масси метеоритсем ӳкнипе кашни ҫул ӳссе пырать пулин те, кун пек ӳсни вӑл питӗ сахал. — Манӑн хампа пӗрле «вальтер» пур. Унтан вӑл тухса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн чӗриклетсе алӑк хупӑнсан, эпир чылайччен, вӑл каланисем пирки тата хӑй пирки шухӑшласа, чӗнмесӗр тӑтӑмӑр. — Ну, апла пулсан, эпӗ сӗм ватлӑха ҫити чиперех пурӑнма пултаратӑп, тен, ӗмӗрех пурӑнӑп, — терӗ кулса Лятьевский, унтан, усал сӑмахпа вӑрҫса илсе, стена енне ҫаврӑнса выртрӗ. Кӗҫех лашана персе пӑрахмарӑр! — Иӑпӑлкка мур; ниҫтан тытма май ҫук. Вӗсем, икӗ тӗнчене палӑртса, пӗр-пӗрне хирӗҫ ним чӗнмесӗр, тӑшманӑн лараҫҫӗ. Улттӑшӗн пит-куҫне те сасартӑк симӗс сӑн ҫапрӗ. Пӗрисем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, теприсем чӗтресе пӗр-пӗринчен ярса тытрӗҫ. Фургонӗсене пур енчен те тачӑ питӗрсе лартни ҫеҫ кирлӗ. Вӗсем ҫине, вӑййа ертсе пыракан хозяйка чӗнсе кӑларнипе, каччӑпа хӗр ларнӑ. Хозяйки: «кӑвакарчӑнсене ҫитерӗр!» тесенех, пӗрне-пӗри тӳртӗн ларакан каччӑпа хӗр пуҫӗсене каялла ҫавӑраҫҫӗ те, вӗсен тутисем тӗлме тӗл пулаҫҫӗ, вара пӗтӗм халӑх умӗнче пӗрне-пӗри чуптӑваҫҫӗ. Хамах куратӑп: мана хӑратнӑшӑн ӳкӗнетӗн эсӗ… Поддубецран хыпар персе ҫитет: ку хыпар унта ҫӗрле такамсем Гришутка Хороводькӑна вӗлерни ҫинчен пӗлтерет. — Епископа кайни? — Хӗнемелле мар, ӑса кӗртмелле! Анчах эпӗ сана тӳрех калатӑп: акӑ, эпӗ коммунист, ҫапах та ун пек ӗҫре нервӑсем ҫинҫе манӑн, эпӗ ӑна шуйттан чиккинех хӑваласа янӑ пулӑттӑм! А мана мӗн? Эпӗ калӑп: «Вӑл пурпӗрех, типӗ пултӑр ҫеҫ», — тейӗп. Лушка ҫав тери сӑпайлӑ пулса, куҫне антарнӑ, пӳлӗм варринче ҫылӑх каҫарттарнӑ чухнехи пек шухӑшлӑн тӑнӑ. Войсковойра вӗсене кӗтсе тӑнӑ. Ҫук, ҫил ун сӑмахӗсене илсе ҫитереймерӗ. Йывӑҫсем хушшинче кайӑксем хыттӑн чӗвӗлтетсе калаҫаҫҫӗ. — Ну, акӑ ӗнтӗ — тӳнтерчӗҫ сире, йӑвантарса ячӗҫ, эсӗ ним хӳтлӗхсӗр тӑрса юлтӑн, анчах эпӗ, малтанхи пекех, аякра тӑратӑп… — Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, — пуҫларӗ сержант шикленнӗрех сасӑпа, — анчах колхозник ку ҫынна пит хӑрушӑ тесе шутлать, ҫавӑнпа та аван пулӗччӗ… Тимӗр, Яша, пур ҫӗрте те тимӗр, машина! Ӗлӗк пирӗн кампани пур вӑйӑра та пӗрле пулма тӑрӑшатчӗ, халь эпӗ Чуркӑпа Кострома яланах тӗрлӗ партисенче вылянине куратӑп, вӗсем парвуртарах та вӑйлӑрах пулас тесе, пӗр-пӗринпе пур майпа та ӑмӑртса хӑтланаҫҫӗ, час-часах куҫҫуль юхтарассипе тӳпелешесси патнех ҫитеҫҫӗ. «Эсӗ, Хорь, ӑна, манӑнне ан тив», терӗ Калиныч. Вӑл ӑшӑ карта-витесем тунӑ ҫӗрте Яков Лукич епле тӑрӑшса, пурне те чухласа ӗҫленине, утта епле тирпейлӗ тыткаланине аса илчӗ, пӗррехинче, колхозӑн виҫӗ лаши чирлесен, вӑл каҫран пуҫласа ирчченех витерен тухма пӗлмерӗ, хӑех лашасене клизмӑсем лартрӗ, чикен чикнисем иртсе кайччӑр тесе, вӗсене хӑй аллипе кантӑр ҫӑвӗ ӗҫтерчӗ; унтан тата, лашасем чирленишӗн айӑплӑ ҫынна — пӗрремӗш бригадӑн конюхне, Куженкова, юлашки эрнере лашасене ыраш улӑмӗпе кӑна тӑрантарса усранӑскерекколхозран кӑларса сирпӗтме никамран малтан сӗнӳ пачӗ. Халь тарӑр ӗнтӗ! Вӑл вӗсене йӗрӗнӳллӗн тыта-тыта перет, кӗшӗлтетекен купа патнелле сиксе ыткӑнчӗ те салтаксене сире-сире ывӑтма тытӑнчӗ; вӗсем балюстрада урлӑ аялалла анчӑк ҫурилле мӑйклата-мӑйклата вӑркӑнаҫҫӗ. Суд умӗнче тӑнӑ хушӑра Ярцев ӑнланса илчӗ, вилӗм халь нихҫанхинчен те ҫывӑхра, нихӑш ҫапӑҫура та хальхи пек ҫывӑхра пулас ҫук вӑл. Ну, юрӗ, кайрӑмӑр, мучи! Ванюша пӳрт крыльци ҫинче, атӑ кунчипе вӗртерсе, сӑмавар чӗртсе тӑрать. Купальня тунӑ ҫӗрте, симӗс хӑва турачӗсем айӗнче кӑтра хӗрлӗ пуҫлӑ, ҫӑмламас питлӗ, ҫӳллӗ ырхан мужик — Карачӑм платник шывра мӗшӗлтетет. Чӑнах та, американски лаша пасарта мустангран хаклӑрах пулнӑ. Жухрай пушӑ вӑхӑтсенче Артём патне час-часах пырса ларать. Развалихин хӑй ӗмӗтне ҫитерчех: местечка укӑлчи патне ҫитсен Лида, каҫхи ҫинчен никама та пӗлтерместӗп, тесе сӑмах пачӗ. Вӑл чӗнмест, унтан вара хӗпӗртенӗ сасӑпа: — Епле астӑвас мар-ха! Эпӗ сӗнетӗп суйлама… — Вӑл каллех Ерофей Кузьмича пӳрнипе тӗксе илчӗ. Ҫӑткӑнлӑхпа, пӗр-пӗрне ӑмсаннипе пурӑнаҫҫӗ. Пурте усал тума хавас. Вутӑ хыҫҫӑн Вавжон ҫӗлӗкне те пылчӑк ҫине вӑркӑнтарчӗ. Кванза шывӗ хӗрринчи лагерь Термит йӑвисем вырнаҫнӑ тӳремлӗхе шыв илсе кӳлӗ пулса тӑнӑ хыҫҫӑн ку вырӑн палламалла мар улшӑнчӗ. Шӑтӑкне тата кам чавнӑ? — Есть, сэр, — ответлерӗ повар, алӑк патӗнче лакӑштатса. Лашасене ҫӳреме вӗрентме вӑл хӑй юратнӑ. Этем тени ылхава тивӗҫ, вӑл йӑнӑшма пултарать. Ҫаксем вӗсем унӑн сӑмахӗсемех, — терӗ Сильвер. Ну мӗнех, эпӗ путсӗр, ҫавӑнпа эпӗ ӑна вӑрлатӑп, эсӗ шӑлна ҫырт, мана ан сут. Анчах Бенедикт пичче, хӑй ирӗкӗпе тарчӗ пулсан, мӗншӗн хӑй шухӑшне ӑна уҫса памарӗ-ха? Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракансемпе питӗ килӗштерсе пурӑнмалла пек туйӑннӑ, унӑн влаҫӗнче пӗр ватӑ итальянецпа Португалинчен килнӗ тепӗр мулат кӑна пулнӑ. Ҫимӗк ыран тенӗ чухне ҫыхнине салтрӗҫ те, эпӗ вара чӗрӗллех вилӗ тӑпри ӑшне чиксе хунӑ пек пулнӑ ҫӗртен каллех ура ҫине тӑтӑм. Черетлӗ мӑчавӑр паллӑ панӑ хыҫҫӑн арҫын ачасем вӑштӑринех тухса ҫухалнӑ. Вӑл, куҫа курӑнакан мӗлке пек, шӑппӑн утса, хӑй мӗн курни ҫинчен куҫне илмесӗр, ферма ишӗлчӗкӗ патне ҫывхарчӗ. — Анчах халлӗхе пирӗн иккӗн шухӑшламалла, — терӗ вӑл. Хӑнасем замокпа интересленес-тӑвас пулсан, Горевӑна тӑлмач пулма ыйтрӗҫ. Ҫавӑн пек кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса пурӑннӑ май, вӑл юлашкинчен чарусӑр тарӑхса каякан пулчӗ. Пӗр-пӗр вак япалашӑнах вӗреме тапратса, пурне те вӑрҫма тытӑнчӗ. Анчах мӗн авалтанпах мире юратакан, ырӑ ӗҫсем тума тӑрӑшакан, ытти халӑхсемпе ҫыхӑнмасӑр хӑйӗн ӑс-хакӑлӗпе кана пурӑнакан халӑх пурнӑҫӗнче пысӑк событисем сахал пулса иртеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл халӑхӑн историйӗ асӑмрах упранса тӑрать. Хӑвӑр ялавӑр айӗнче эсир пӗр пӗччен пулатӑр, халӑх сире ӑнланас ҫук. — Чылай выртрӑр эсир госпитальре, — терӗ полковник Козельцова, ун ҫине сиввӗн пӑхса. Ирхине сӗт сутакан карчӑк ялан сӗт илсе тӑракан ҫынсене виҫҫӗшне те килӗсенче тӗл пулаймарӗ. Мулсем васкаса хытӑрах утма тапратрӗҫ. — Пӗр ӑс лайӑх, икӗ ӑс — тата лайӑхрах, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа та сан ӗҫ кунӗсемпе, йӗкӗт, ытла самӑрлансах кайма ҫук, чӗррине чӗрех пулӑн та, авланасси ҫинчен вара шухӑшламӑн! Кам иккенне хам каласа парсан кӑна сире. Калам-и? Чакасси ҫинчен сире радиопа приказ парӗҫ. Вӑтаҫӗр Африкӑри ытти хуласем пекех, Казонде икӗ пая пайланнӑ. Вӗсен шӑллӑ, лаптак сӑмсиллӗ ҫавра пуҫӗсем чӳрече еннелле ӑнтӑлнӑ. Акӑ пӗри Лося курчӗ, чӑнкӑн чӑмрӗ те кӗленчерен ҫӑварӗпе шатӑртаттарчӗ. Хӑйне ирӗклӗ вӑй пӑртак кӑна килсе ҫапӑнсан та ҫак кӑпка туфлӑ сӑрт тӑрри часах кратер пулса тӑрӗ. — Мӗнле, — тесе ӳпкевлӗн ыйтрӗ Гленарванран Джон Мангльс, — эсир мана ҫак экспедицинче ытлашши тесе шутлатӑр-им, сэр. Мичо тӗрӗс каларӗ. — Ку вӑл — пире пӗлсе тӑр! — тени пулать. Хӗр Алексей кӑкри ҫине ҫырусен ҫӳхе тӗркине хучӗ. Унтан, пӗр кӗтмен ҫӗртенех йӗкӗте хӑйӗнчен уйӑрса, кӗскен те хистевлӗн каланӑ Астис: — Кай! Эсӗ ҫын патӗнче хӑҫан та пулсан ӗҫленӗ-и? Мӗн вара? — Восстани идиллийӗ, темелле. — Матроссене кунта! — кӑшкӑрнӑ Резников, Кононова хулпуҫҫинчен силлесе. Унсӑр пуҫне тата гипнотизерӗ те куҫ умне чи малтан курӑннӑ йӑла-йӗркесӗр пӑсӑк ҫын пулмалла. Кай! — «Кам вара эсӗ?» — Тӑхта, — терӗм эпӗ аппӑшне, — атӑсӑр ҫӳрени тӑмсайла пулса тухать, хӑть туфли те пулин тӑхӑнса ярам. Виктӑрӗ, тем шикленнӗ пек, кӗнеке страницисене шӑршлакаларӗ те:— Духи шӑрши кӗрет, туршӑн та… — терӗ. — Лушка сасси, тин кӑна вӑраннипе ӑшшӑн илтӗнекенскер, савӑнӑҫлӑн чӗтренсе илчӗ… Метр тарӑнӑшӗнче вӑл темле пысӑк ҫыхӑ чавса кӑларчӗ. Хатӗрленсе тӑчӗ. — Ҫакна эсӗ, Джим, хӑвӑн валли асӑнмалӑх ил, — терӗ Сильвер, хура шӑпана мана парса. Ҫакна илтсен, Марыся хӑтӑлма ниепле те май ҫуккине лайӑх тавҫӑрса илчӗ. Парнелеп сана. Шалый, ырӑ кӑмӑллӑн кулса илсе, калаҫма пуҫларӗ: — Тӑлӑха тимӗрҫ ӗҫне вӗрентетӗп. — Ҫавӑнта, вӑл кунтан пайтах инҫе пурӑнать. Ҫавӑнтах «Дункан» темӗскер пек ҫиле май вӗҫтерчӗ, кун пек хӑвӑртлӑха яхта нихӑҫан та туса курман. Ҫак хушӑра яхта Тристан д'Акунья утравӗсем патне хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Нихҫан ывӑнма пӗлмен Бурназян та, хӑйӗн ваннӑ шӑммисем майсӑр сыпӑннӑ текен урине ӑшӑ хӑйӑр ӑшне хурса выртнӑскер, нимӗн те чӗнмен. Ҫав ӗҫмелли япалана вӗсем пирӗнтен, шуррисенчен, каях мар юратаҫҫӗ тенине эпӗ илтнӗччӗ! Хӑй хумханнине сиссе, тутине ҫыртрӗ. — Ҫапла ҫав, тӑванӑм, пӗр турӑ кӑна пӗлет эпир кунтан хӑҫан тухса каяссине! — терӗм элӗ. Коридоралла пӑрӑнса кӗчӗҫ те вӗсем, батарея хӳми тӑршшӗпех выртса тухнӑ ҫывӑракан салтаксен урисем урлӑ каҫа-каҫа, юлашкинчен сурансене ҫыхакан пункта ҫитрӗҫ. Мӗн кӑшкӑрашатӑн? — терӗ вӑл. Пӗтрӗҫ, терӗм. Секундантсем пирӗн валли вун икӗ утӑм виҫрӗҫ. «А, терӗм хайхискерне, хӗрлӗ партизана хӗнеме-и? — Халӗ, чӗрӗ чухне, начальствӑна пӗлтермелле, ҫавӑ ҫеҫ. Аллисенче карабинсем тытса тӑракан салтаксем куҫҫулӗсене аран чарчӗҫ. Эпӗ кун пирки сан умӑнта мухтанмӑттӑм… — Ҫавӑн майлӑрах ҫав, тӑртанма пуҫларӗҫ, — тесе тавӑрчӗ те Павел, ҫав самантрах хӑйӗн тахҫанхи ыйтӑвне аса илчӗ, Фёдорӑн ҫаннинчен ярса тытрӗ: — Эсӗ мана наган валли кӑштах патрон памӑн-ши? Пӗр самант хушши вӑл ним тума пӗлмесӗр, аллисене ҫӳлӗ кӑкри ҫумне пӑчӑртаса тыткаларӗ, унтан татах кӑшкӑрса ячӗ те кӗлет умӗнчен ыткӑнчӗ — ыталаса илчӗ ҫеҫ мар, вилӗ пек, лӑштӑрах кайса, хӑй патнелле ура ярса пуснӑ Андрейӑн сарлака хулпуҫҫийӗнчен уртӑнчӗ. — Ӑҫта ман тусӑм Дик? — ыйтрӗ вӑл. Романенко пӗр пӑлханмасӑрах Воропаевӑн шӑпи ҫинчен сасӑпа шухӑшласа пырать: ӑна ҫара таврӑнма хистет, ҫартан вӑл нумай илме тата хӑй те ӑна нумай пама пултарать, колхозсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрени, тӗрессипе каласан, Воропаевӑнни пек коэфициентлӑ ҫыншӑн питех кирлӗ мар. — Апат! Шепетовкӑран пилӗк енне пилӗк ҫутӑ чугун ҫул юпписем тухса каяҫҫӗ. Ҫак тӗвве алран вӗҫерни — Петлюрӑшӑн пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе хунипе пӗрех. — Епле тармалла марччӗ? Эмексиз аллинчи ҫут ятагана курсан, вӑл кӑшкӑрса ярса ашшӗ патне пырса тӑчӗ. Кашни тӗл пулмассерен тенӗ пекех, вӑл манаха ӳпкевлӗ сӑмахсемпе лӳчӗркесе лапчӑтнӑ: — Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех ҫынсем хушшинче вӑкӑр пек пурӑннӑ, анчах эсӗ — кушак аҫи пек пурӑнатӑн. Артамонов ҫак ҫӗр чавса пурӑннӑ ҫын хӑйне кӗтесселле, ним те уйӑрса илме ҫук, ӑнланма ҫук тата хӑрушӑ шӑтӑка хӑваласа кӳртнине туйрӗ. Ҫавӑ ӑнсӑртран пулман. Ун пек вырӑнсенче тарӑн ҫырмасем тата ытти тӗрлӗ чӑрмавсем тӗл пулнӑ. Лассон кукӑр-макӑр йӗрӗ фургонсене ним чӑрмавсӑр кайма май туса, вӗсен аяккипе ҫаврӑнса ирте-ирте кайнӑ. Вӑл, каялла кӗрсен, кӗнеке тытрӗ. — Эпӗ ӑнланатӑп, Паша! — терӗ вӑл тумланнӑ май. А, Бен Ганн, эсӗ-и ку? — тесе хушса хучӗ вӑл. Вӑл компанире пӗр сакӑр е вунӑ ҫын пек пулнӑ. Анчах тавар илекенсене астарса кӗртес тата сутӑ тӑвас тӗлӗшрен ман ӗҫ начар ӑнӑҫса пыратчӗ; ҫав калаҫма юраман салху мужиксем, йӗкехӳресем пек карчӑксем яланах темрен хӑраса та пуҫа усса ҫӳрекенскерсем, мана хӗрхенмелле пек туйӑнатчӗҫ, ман ҫирӗм пус ытлашширех ыйтмасӑр тавар илекене иконӑн чӑн хакне шӑппӑн калас килетчӗ. Эпӗ те, хам енчен, мӗнле те пулсан хамшӑн ҫав тери хаклӑ ҫӑмӑллӑхсене илесшӗн. Мӗншӗн хӑратмалла-ха вӗсене? Подпоручик кравать ҫинчен тӑчӗ, Яков Лукича сарлака та шурӑ алтупанне тӑсса пачӗ. Варӑ вӑл, ҫак хӑйне евӗрлӗ ҫылӑх ҫинчен исповедьре мар, ахаль ҫылӑхсене каҫарттарнӑ чухне мар, килте уйрӑммӑн калаҫас тесе Глеб пупа чӗнтерчӗ. Хулпуҫҫи ҫинчи, кӑкӑрпа ҫурӑм ҫинчи тимӗрӗсем те аванса кайрӗҫ хытӑ ҫапнипе. Пӳлӗме Панталеоне кӗрсе тухрӗ, — пӗр вӑхӑтрах кулса тата сиввӗнрех пӑхса илчӗ те, кондитерскине кайса, тулти алӑкӑн питӗркӗчне уҫрӗ. Эсӗ, председатель, мӗн ытла шавлатӑн ҫак? Уэлдон миссис та, Геркулес та, урасӑр юлнӑ пек вырӑнтан сикмерӗҫ. — Ромашов? — терӗм эпӗ. Амӑшӗн чӗри ыратса кайрӗ. Эсир кӗпер ҫине тапӑнас пулсан, хӑвӑрах замока вут тӗртетӗр; пире ик енчен те тапӑнма шутласан, эпир замока пӗрле вут чӗртетпӗр. Мӗн тери савӑнмарӑм-ши эпӗ! Алексей хӑйӗн телейсӗр пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн савӑнӑҫлӑ мар шухӑшӗсем ҫинчен пӗтӗмпех, тӗплӗн ҫырса янӑ пӗртен-пӗр ҫын вӑл — метеостанцири хӗр пулнӑ. — Эсир ку ҫырӑва пӗлетӗр пулас? Кам сана сӑтӑр тӑвас тет? Ытти саспаллисене вӑл пӗлмест пулас. Вара вӑл вырӑнтан тапранмасӑрах:— Марье! Курайӑпӑр-и эпир ӑна хӑҫан та пулсан? Эпӗ унпа тӗнче хӗррине те кайма пултаратӑп! Тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук, хӗвел тӳсме ҫук хытӑ хӗртет. — Апла пулсан, мӗншӗн ӑна эсӗ йӗрлетӗн, пӑшӑрхантаратӑн, мӗншӗн ӑшне вӑркататӑн унӑнне!.. — Мучи шикленнипе шӑппӑнрах калама пуҫларӗ. Тем пысӑкӑш палатӑра пурте ҫывӑрса кайсан та, унта-кунта йынӑшнӑ сасӑ илтӗннӗ Чухне те, харӑлтатса ыйӑхпа калаҫни илтӗннӗ чухне те эпӗ Катя ҫинченех шухӑшлаттӑм. Мӗн вӑл Лагранж! Ун ҫумӗнчен парик тата куҫлӑх тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын йӑшт тӗпелелле иртрӗ: ку ҫак гостиницӑрах пурӑнакан тухтӑр пулчӗ. Унта суйласа уйӑрнисем кӑна, рехетлӗхе-киленӗве тивӗҫлисем ҫеҫ кӗреҫҫӗ. Вӗсем тахҫанчченех калаҫса ларчӗҫ, тепӗр ирхине вара хаваслансах кайнӑ Половцев Яков Лукича хӑй патне чӗнсе илчӗ те: — Акӑ, хаклӑ ҫыннӑм, Яков Лукич, ку — пирӗн союз членӗ, хамӑрпа пӗрле кӗрешекен ҫын темелле ӗнтӗ, подпоручик, казакла каласан — хорунжий, Лятьевский Вацлав Августович. Тарас, алӑка питӗрчӗ те, пӗчӗк чӳречерен жидсен пылчӑклӑ урамӗ ҫинелле пӑхма тытӑнчӗ. Вӗсене каллех шухӑшсем пусса илнӗ, пӗр хушӑ вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр ларнӑ. Ҫара урисене чарса пӑрахнӑ та вӑл, вараланчӑк пуҫне каялла усса ларать. Вӑл пурне те «Эсӗ» тесе калатчӗ, ҫӑмламас куҫхаршийӗсем айӗнчен пурин ҫине те пӗр пек тӳррӗн ним парӑнмасӑр пӑхатчӗ, пурне те — капитана, буфетчика, пӗрремӗш класри чаплӑ пассажирсене — хӑйпе пӗрле, матроссемпе, буфетри прислугӑпа тата палуба ҫинчи пассажирсемпе пӗр ӗрет пуса танлаштарса тӑратнӑ пекчӗ. Кунти ҫынах-и? Кунпа ӗҫ пӗтрӗ. Ҫакна сикекен пӑрҫа та пӗлет… Мӗн калас-ха Сире ун ҫинчен? Йывӑҫ тункати ҫинче Басаврюк ларать пек, вилнӗ ҫын пек вӑл, йӑлт кӑвакарса кайнӑ. Питех те кӗске-ҫке ҫав ҫуллахи ҫӗрсем… Хӗрарӑма хӑйӗн каварӗнче ҫӗклесе пынӑ пекех, вӑл унӑн сӑн-сӑпатне туйма пӑрахман, ун ҫинчен шухӑшланӑ шухӑшсем йывӑр пулнӑ… — Эсир хӑвӑр мӗн турӑр, ҫавна каласа парӑр, — терӗ защитник. — Вӑл ҫартан килнӗ салтак, тимӗр-тӑмӑрпа ӗҫлекенскер. Эпир сиксе тӑрса курма чупрӑмӑр, анчах нимех те ҫук-мӗн, — сӑмсах хыҫӗнче пӑрахут урапи шавлать, — эпир каллех хамӑр вырӑна лартӑмӑр. — Тархасшӑн лашине ан манӑр! — терӗ Паганель. Тепри тата, крават ҫинчен тӑрса, сӗтел хушшине ун ҫумне пырса ларать. Мӗн эсӗ? — Ӗҫ пӗтӗм ҫӗр ҫинче, мӗнпур хулара пулса пырать, лайӑх ҫынсен вӑйне — виҫме те, шутласа кӑларма та ҫук, вӑл ӳснӗҫемӗн ӳсет, вӑл пирӗн ҫӗнтерӳ сехечӗ ҫитичченех ӳссе пырӗ… — Апла эпир пӗр енчисем. Акӑ, сӑмахран, ҫак юлашки икӗ кун, Сутырь бандине пӗтерес тӗлӗшпе ӗҫленӗ кунсем мана пачах ураран ӳкерчӗҫ. Сасартӑк мӗнпур ҫул тӑрӑх пирӗн чакакан ҫарсем куҫса килме тытӑннӑ. Хӑвӑр пӗр шухӑшпа кӑна пурӑнса курнӑ пулсан, ҫут тӗнчере урӑх шухӑш, урӑх ӗмӗт пур тени те сире тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ. Сасартӑк сирӗн пурнӑҫра ҫавра-ҫил пырса ҫапӑнать те эсир вара халь ҫеҫ пӗтӗм чунӑрпа шухӑшланӑ япалана та манса каятӑр. Ҫакна туйса курнӑ-и эсир? Мӗнлерех ҫухӑрать тата! Иерихона та илтӗнет пулӗ. Палламан ҫынӑн сӑн-сӑпачӗ темле, тӗлӗнмелле пек, туйӑнсан та, вӑл хӑйӗн паллах мар ӗҫӗ ҫинчен каласа парсан та, Луиза Пойндекстершӗн вӑл ҫав-ҫавах ытармалла мар лайӑх ҫын пек туйӑнчӗ. — Анчах та пупне мӗн каларӑм-ха эпӗ? — терӗ малалла Рыбин кӑшт лӑпкӑраххӑн. Смерч ҫавӑнтах ту ҫине анчӗ те, пӗтӗм ту чӗтренсе кайрӗ. Смерчпе хускалнӑ чулсем, вулкан сирпӗтнӗ чухнехи пекех, пӑрлӑ ҫумӑр евӗрлӗ аялалла вӗҫеҫҫӗ. Ҫав тери илемлӗ вӑл мана: «Николаша? Вӑл темиҫе хут касӑлма та ӗлкӗрнӗ, ҫавӑнпа ун пит ҫӑмартипе мӑйӗнчи шӗвӗ супӑнь кӑпӑкӗ халӗ ӗнтӗ шурӑ мар, тӗл-тӗл кӗренленсе кайнӑ. Вӑл вӗсене тӑлларӗ те курӑк ҫине ячӗ, хӑй йӗплӗ йывӑҫ кутӗнчи сулхӑна кивелнӗ сӑхман сарса, месерле выртрӗ, вара, шӑрӑха пула тӗссӗрленнӗ шупка кӑвак тӳпенелле ҫав тӳпе пекех тӗссӗр кӑвак ватӑ куҫӗпе пӑхса, пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. «Ҫамрӑк Гарнипе София мисс мӗнле-ши?» — тесе ыйтрӑм эпӗ Бакран. Мӗншӗн ҫунтарса ямаллаччӗ-ха? Унтан каллех чӗлӗмне канлӗн туртрӗ. Банник енчӗкне йӑпӑр-япӑрах шӑлавар кӗсйине персе чикрӗ, кӑкӗсем таранах касса татнӑ лаша хӳрисем ҫине йӗрӗнчӗклӗн хӗрхенсе пӑхса йӑл кулчӗ. Уншӑн пӗртен-пӗр ҫутӑ вырӑн — ывӑлне юратни пулнӑ, анчах ҫав юратӑва та Никонов ачин мӗлки хупласа тӑнӑ е ӑна ҫав вилӗмӗн йывӑрлӑхӗ таҫта шала пусса антарса янӑ. — Аван, аван, — терӗ Паганель, — ну, Ҫӗнӗ Каледони, Маркиз тата Паумату утравӗсем? «Эсир вара вуласа та пӗтертӗр-и? Ҫеҫки мӗн чул, кайӑкӗсене те ҫавӑн чухлӗ темелле. Ҫакӑн пек тӗрлӗ шухӑш ун пуҫӗнче ҫиҫӗм пек вӗлтлете-вӗлтлете иртрӗ. Павел унӑн аллине тытса ачашласа илчӗ. Неуштӑ куҫусем хупланнӑ вара санӑн? Тытнӑ шӑна ҫине вӑл ҫӗнтерӳҫӗ куҫӗпе пӑхрӗ. — Аслӑ ҫулпа килет-и вӑл? Ачасем! хывса илӗр-ха ҫавӑн ухмахла ула халатне. Ислетӗр-ха лайӑхрах, ҫурӑмӗ тӑрӑх чашлаттарӑр! Анчах кунта фон Рихтер г-н Панталеонене, эсир аслӑ секундант, ҫавӑнпа сирӗн дуэль йӗркипе, юлашки хӑрушӑ шута «Пӗрре! иккӗ! виҫҫӗ!» тесе шутличчен, ҫапӑҫма тухакансене юлашки хут килӗшме канаш памалла, терӗ. Вӑл канаша нихҫан та пурнӑҫа кӗртмеҫҫӗ, ахаль, ячӗшӗн ҫеҫ тӑваҫҫӗ, анчах Чиппатола г-н канаш панипе ответлӑ пулассине хӑй ҫинчен кӑштах сирсе яма пултарать; чӑнах та, ку сӑмаха дуэль ҫине айккинчен ҫеҫ пӑхса тӑракан ҫыннӑн каламалла, — анчах вӗсен ун пек ҫын ҫук, ҫавӑнпа вӑл, фон Рихтер, ку ӗҫе тума хӑйӗн тивӗҫлӗ юлташне сӗнет. — Хӑй йӑвинче, хӑта, ула курак та кирек кам куҫне те сӑхса кӑларать. — Кӑна эпӗ пӗлетӗп. Эп вӗсене тинӗс ӗҫне вӗрентӗп, эпир вара карапа пӗрле тытса пырӑпӑр. Марьяна графина сивӗ хӗрлӗ эрехпе туллиех тултарчӗ те ӑна Ванюша тыттарчӗ. — Вӑрланине сутӑн илеттӗм! — сӑмахне калама пулӑшса тӑрать крыльца ҫинчи Демка. — … тар юхтарса, тӑранмалӑх ҫӑкӑр тупса пурӑннӑччӗ… Пур енчен те ҫынсем аллисемпе сулкаласа, пӗр-пӗрне вӗри, ҫивӗч сӑмахсемпе хӗрӳлентерсе, васкавлӑн чупса килчӗҫ. Пиастрӑсем! Часрах!.. Окленда ҫитсен эсир ҫав чаплӑ хулапа килленсех каятӑр: вӑл Лӑпкӑ океана тӑвӑрланса кӗрекен ҫӗр ҫинче вырнаҫса ларать. Епле юратмӑн, епле савмӑн-ха ун ҫинчен калакан асаилӳсене? Шкул ҫурчӗн тӑррине ҫӗнӗрен сӑрласчӗ… Часах эпӗ хулари хӑшпӗр ҫынсемпе паллашрӑм. — Эпир нимӗҫсене кунтан аяккарахра тытса чарнӑ пулсан — мӗн тума алтатчӗҫ-ха вӗсем шӑн ҫӗре? Йӑли ҫавнашкал. Чӑннипе, патша патне туртӑнакан юратӑвӗ тахҫанах вӗтелекен курайманлӑхпа таччӑн ӳссе ларнӑ ӗнтӗ унӑн, ҫакна хӑй ҫеҫ уйӑрма пӗлеймен Астис. Вилӗм ҫинчен ан та шухӑшла… Эсир тата, граф?.. — Ӗлкӗрӗпӗр-ха. — Огняновшӑн тесен, кирлӗ пулсан, эпӗ хамӑн телейсӗр пурнӑҫа татмашкӑн та хатӗр. Вӗсем патне ачасем пур вигвамсенчен те хӑнана пынӑ, вӗсен вӑййине хутшӑннӑ. — Ҫапла… халь… Халь кая юлман-ха, халь ҫитме пулать. Анчах Харьковри вокзалра вӑл сасартӑк лагерьте паллашма тӳр килнӗ хӗрарӑмсен ушкӑнӗпе тӗл пулчӗ; хӗрарӑмсем тӑван ҫӗршывне нимӗҫ «пикисем» пулса таврӑннӑ. Ӑҫтан килетӗн эс ҫакӑн пек ытла ир? «Вӑт мӗнле! — терӗ голова, тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахса. Апла пулсан, шыв юхӑмӗ, йывӑр шкунӑна тата манӑн ташласа пыракан челнока хӑйпе пӗрле илсе кайса, сасартӑках сылтӑм еннелле ҫаврӑннӑ-мӗн. Кӗрлекен шыв юхӑмӗ пире тӑвӑр пролив витӗр уҫӑ тинӗсе илсе каять. Манӑн вилес килмест… Вӑл тин ҫеҫ йывӑҫсем хыҫнелле кӗрсе ҫухалчӗ. Анчах карап Ҫӗр тӑрринчен анса аяла ҫитсен, Ҫӗр тӳпине каялла хӑпарма май килмест-ҫке?.. Вӑл йӗрсе ярас патнех ҫитрӗ. — Винтӑсене темӗн пулнӑ. Ӗҫлемеҫҫӗ вӗсем. Те ваннӑ, те авӑнса савӑлланса кӗнӗ… — Вӗсене пушатса илмелле! Кам лартнӑ ӑна? — Сирӗн ӗҫ ҫук кунта, — тенӗ ӑна полицейски. Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ, — ответлерӗ вӑл. Вӑл ӳкӗте кӗмен козак пулнӑ. Манӑн пӗрремӗш корреспонденци вырӑс балечӗ ҫинчен пулчӗ. Тӗттӗм пулса килчӗ те кӑшт сивӗтме пуҫларӗ; ращара шӑпчӑк сасси янӑравлӑн илтӗнме тытӑнчӗ. Эпӗ капитан начарланни ҫинчен каларӑм. Чӑн та, вӑл сывалма ҫеҫ мар, начарланнӑҫемӗн начарланнӑ пек пулчӗ. Артур ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Вӑл, туфлисемпе хыттӑн шаплаттарса утса, тухса кайнӑ. — Нимӗн те ӑнланмастӑп, лайӑхрах ӑнлантарса парӑр, — терӗ сӑмса. Эпӗ те ҫав шухӑша тытатӑп, ҫавӑнпа заявленисем ҫыртӑмӑр та эпир. Полли мӑнаккӑшӗ сасартӑк аванмарланса кайрӗ. Лайӑх ӗҫлесе илтӗн эсӗ, тӑванӑм! Эпир сулӑ ҫине куҫса лартӑмӑр. — Ну, Джим, — терӗм вара эпӗ, — эсӗ каллех ирӗклӗ, ҫын урӑх нихҫан та чура пулмастӑн! — Мӗн, кӑмпа пухрӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Амӑшӗ Павел епле хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑнине курчӗ, ҫавӑнтах вӑл унӑн сӑн-пичӗ амӑшне пит те пысӑк савӑнӑҫ кӳмелли туйӑмпа хыпса илнине те асӑрхарӗ. — Сӑмах эсир хирӗҫменни ҫинчен ҫеҫ пырать пулсан, эпӗ вӗсемпе килӗшмен пулӑттӑм, мӗншӗн тесен Пӑванӑн Риккардо каланӑ мӗнпур пахалӑхӗсем те пур. Старик хӗре куҫ айӗн пӑхса сӑнанӑ, ҫамрӑк хӗр те ун ҫине ҫилӗллӗн ҫиҫекен куҫӗсемпе тинкернӗ. Сасартӑк ӑҫтан-тӑр, халӑх ушкӑнӗ хыҫӗнчен: «Тикӗтпе вараламалла ӑна, эсреле!» — хыттӑн ҫихӗрттерсе янӑ темле карчӑкӑн ҫарӑлти сасси. Айван эсӗ, чӑнах та! Петр унӑн алли питӗ ывӑнса ҫитнине те асӑрхарӗ, панихида тунӑ чухне ача амӑшӗ икӗ хутчен те аллине ҫӗклеймерӗ — ҫӗклет те, алли, хуҫӑлнӑ пек, каялла персе анать. Тыт вӗсене! — чӳречерен чикӗнсе, ҫинҫе сасӑпа ҫихӗрттерчӗ Веткин. Мӑнтӑрккаскер, хӗрлӗ сӑн-питлӗскер, куҫлӑхлӑскер? Авӑ мӗн ҫинчен калатӑр эсир… — терӗ Санин вӑрӑммӑн. Ун пуҫӗ вӗҫӗнчех — кӑвак чул ҫинче — ула курак ларать; ула куракӑн сылтӑм ҫунатӗнче пӗр тӗкӗ ҫӗкленсе тӑрать. Тӗкӗн тӳнтер енӗ ҫеҫ курӑнать. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем эпӗ выртакан вырӑн патне ҫывӑхах пычӗҫ, ҫавӑнпа вӗсене аванах сӑнама пултартӑм. Халь ӗнтӗ унӑн кӑвак вӗҫлӗ хура ҫунаттисем шыва мӗнле вӑйпа ҫаптарса пынисене те курса тӑма пулать. — Унӑн сасси хыттӑн янӑрама пуҫларӗ. Арина Власьевна ҫӑка чечекӗпе чей хатӗрлеме тытӑнчӗ, Василий Иванович юнашар пӳлӗме кӗчӗ те, нимӗн шавламасӑр хӑйне ҫӳҫрен ярса тытрӗ. Эпир ялан — картишӗнче курсан та, пирӗн чӳрече умӗнчен иртнӗ чух та, вӗсем ҫине пӑхса савӑнаттӑмӑр кӑна. Хӗлле вӗсем темле лайӑх ҫӗлӗксемпе, кӗрӗксемпе ҫӳретчӗҫ; ҫулла — чечеклӗ шлепкесемпе, аллисене тӗрлӗ тӗслӗ сулхӑш тытса иртетчӗҫ. Акӑ, халех алӑк уҫӑлӗ те, алӑкран кӗрсе тӑрса, Тихон ӑна:«Ну, эпӗ, паллах, пӗлетӗп…» — тесе хурӗ. Унӑн тӑнлавӗ ҫинче суран чалӑшшӑн шуралса тӑсӑлнӑ. Эпӗ сире пӗлнӗ тӑрӑх, Рита, эсир уншӑн чи лайӑх вӗрентекен пулатӑр. Ну, тӑванӑм, каҫар! — Эй, ара эсӗ чӗлхесӗр вӗт! Анчах ыйту: службӑра тӑмастпӑр пулсан, ӑҫта кайса кӗрӗпӗр эпир сирӗнпелен? — Вӑт инкек, э? — Аксель, — тесе пуҫларӗ вӑл ҫемҫерех кӑна сасӑпа. — эсӗ питех те ӑслӑ йӗкӗт; паян эсӗ маншӑн пысӑк ӗҫ туса патӑн; эпӗ, кӗреше-кӗреше ывӑннипе; ҫав задачӑна тӑвас шухӑша пӑрахмалла пулать тесе тӑраттӑм. Халӗ вӑл талӑкра тӑватӑ сехетрен ытла ҫывӑрмасть, хайӗн мӗнпур пушӑ вӑхӑтне картишӗнче ирттерет. Картишне вӑл, хӑй кампа калаҫнине кура, е сад, е пахча, е кил хушши тесе ят парать. «Чуптӑвӑр», терӗҫ пире. Эппин вӑл чиркӳрех пытанса тӑрать. Конфет таврашне вӑл праҫник кунӗсенче ҫеҫ астивсе пӑхнӑ. Ҫак хыпар шӑп кӑна чи телейлӗ самантра ҫитрӗ-ҫке, хӑй пӗтӗм чун хавалӗпе савса тӑнӑ ытарайми хӗрпе курнӑҫнӑ самантра, Рада вара халь ҫӗр хут та чипертерех курӑнса кайнӑччӗ ӑна. Эпӗ ҫывӑрманни ҫинчен манса кайрӗ пулмалла, унсӑрӑн пӑтара тӑракан аннен бархат жакеткине хӑйӗн кутамккине чикмен пулӗччӗ вӑл. Чӑнах та ӗнтӗ, хура кӗнекесемпе ҫыхланса кайсан, Саул пек, леш тӗнчерен вилнӗ ҫынсен чунӗсене чӗнсе илме тытӑнсан е тата хӑвна та, ҫынсене те усӑ паман наукӑсемпе туслашсан, ун пек пулсан вара вӗренме те кирлӗ мар. Вӑл кӑмӑлсӑррине кура, Шабашкин ӑна пуҫ тайнӑ та хӑвӑртрах тухнӑ. Кирила Петрович пӳлӗмре пӗччен юлсассӑн: «Ҫӗнтерӳ юрри янӑратӑр» юрра шӑхӑркаласа, каллӗ-маллӗ уткалама тытӑннӑ. Ҫакӑ яланах вара унӑн шухӑшӗсем питех те пӑтраннине, кӑмӑлӗ хытӑ хумханнине пӗлтернӗ. Говэн, ҫав ещӗкре мӗн пулма пултарнине чухласа илес тесе, ун ҫине питех те тинкерсе пӑхрӗ. Пӗччен ларакан тимӗрҫ лаҫҫи таврашӗнче никам та курӑнмасть. Гаврила хӑйне кӗҫ-вӗҫ вилсе каяс пек туйрӗ… Тарпа сирпӗнтерсе яни ахаль те урлӑ-пирлӗ ҫуркаланнӑ таврари ҫӗре кисрентерсе, чӗтретсе аркатса пӑрахнӑ. Тинӗс айӗнчи тӗпсӗр ҫыран уҫӑлса кайнипе тинӗс шывӗ ҫав тарӑн ҫӗрелле пӗве татӑлса кайнӑ чухнехи пек калама та ҫук хӑвӑрт юхса пире те хӑйпе пӗрлех илсе анать. Тухтӑр, ҫакна курса, ҫӳҫне-пуҫне тӑпӑлтарасса ҫитрӗ. Вӑл ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те, хуйхӑллӑскер тата хӑйне таптаса лапчӑтнӑ пек пулнӑскер, аяккалла утрӗ. Ӗмӗрне столицӑра пурӑннӑ хӗрарӑмсем, хӑш-пӗрисем, тен, ӗмӗрне те алла кӗреҫе тытса курман. Хӗрачасем те ӗҫленӗ. Киносене ҫеҫ ҫӳремелле вӗт-ха вӗсен… Пӳлӗмрен, хӑраса та тӗлӗнсе, хӑрӑлтин кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ. Ман хуҫа пирӗн ҫул ҫинче тӗл пулакан хуласенче пуринче те мана кӑтартрӗ. Хӑш чух вӑл лайӑх тупӑш тупӑнас пек туйӑнсан, пысӑкрах ялсене е чаплӑ ҫын именине аслӑ ҫултан аллӑ миля е ҫӗр миля таран та аякка пӑрӑна-пӑрӑна кӗчӗ. Анчах та ӑна, тин ҫеҫ ачалӑхран уйрӑлнӑ ҫамрӑк ҫынна, хӑйне ача вырӑнӗнче шутлама хӑнӑхнӑ ҫӗре таврӑнсан, халь каллех ача тесе шутлӗҫ текен туйӑм тытса илчӗ. Эпӗ ҫавӑ мар… пыйтӑ мар. Надсмотрщикпа пакӑлтатса илчӗ, хӑпарса тухнӑ урисемпе аран-аран сӗнкӗлтетсе пыракан Сципио мучипе шӳт тума чарӑнса тӑчӗ; ҫӗклемӗ йывӑррипе вӑйран сулӑнса ҫитнӗ Хлоя инкене пӑртак хаваслантарма ун патне пычӗ… Хӑрама пӗлмен Ливингстон ҫӗнӗ хӑрушӑ ҫулҫӳреве хӑй ҫеҫ кайма шухӑш тытнӑ. — Кам каять? — тесе кӑшкӑрса янӑ ҫав ҫын. Ҫаксен лашине тӑратса, Ваҫили Андрейча палласан, вӑл туртаран ярса илнӗ те, ун тӑрӑх ҫуна патне ҫитсе ларчӑк ҫине хӑпарса ларнӑ. Ун вырӑнне вӑл хӑйӗнчен ҫӳлерехре «як»-а курчӗ, — ун хӳри ҫумне тӳрӗ ҫунатлӑ, сигара евӗрлӗ «фока» ҫыпӑҫнӑ. «Фока» ҫунаттисенчен «як» патнелле пульӑсен икӗ тӳрӗ йӗрӗ тӑсӑлнӑ. Анчах эпӗ вӗсем патнерех пырсан: «Сана мӗн кирлӗ?» тесе мӑкӑртататчӗ казакӗ. Пӳлӗмре пӑч тӗттӗм пулчӗ, вӗсем ним те чӗнмерӗҫ, анчах пружинӑсем нӑчӑртатни илтӗннипе, вӗсем иккӗшӗ те хӑйсем ҫывӑрманнине пӗлчӗҫ. — Анчах Сакнуссем мӗнле кӗрсе кайнӑ-ха? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Эпӗ кайманни никамшӑн та сиенлӗ пулмӗ, ман ҫумра пулсан вара, саншӑн нимӗнле хӑрушлӑх та пулмӗ. Ку унӑн пирвайхи чӑн-чӑн юрату пулнӑ. Вӗсем мӗн мурне ҫав эсреле тытса тӑраҫҫӗ? — Ҫав самах пичетленнӗ «Правда» хаҫата илсе килме кала-ха. Апла пулсан, ман ку тискер улӑп ҫынсенчен мӗн ыррине кӗтесси пур? Ял Советӗнче сӗтел хушшинче ҫывӑрма-и? Кӑлӑхах тапӑнкаларӑм эпӗ Олеҫҫӑн тӗшмӗшлӗхне хускантарасшӑн пулса. Ачасем кӗҫех акӑ чарӑнса тӑраҫҫӗ тесе ӗмӗтленчӗ вӑл, анчах лешсем чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх малалла утрӗҫ. О, эхер те эсир ҫакна юратупа тунӑ пулсанччӗ, ну, юратупа мар-тӑк, туйӑмлӑхпа та пулин хуть. Куна ӑнланӑттӑмччӗ эпӗ. — Пӗлместӗп… — терӗ географ, именсе. Вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Лаши те ҫавах, сакӑлта ураллӑскер, пӗчӗк пуҫне мӑнаҫлӑн ҫӳлелле каҫӑртса, мӑйне кустӑрма пек кукӑртса, чарӑнма пӗлми ыткӑнса чупать… Пилӗк минутра вӗсем сӑрт тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫ. Ӑҫталла каймаллине пӗлес тесе, кунта вӗсем чарӑнчӗҫ, йӗри-тавралла пӑхма пуҫларӗҫ. Эпӗ — пӗтӗмӗшпех кунта! — ҫуйӑхса каланӑ Ежов, урай варринче аллисемпе кӑкӑрне ҫапса тӑрса. Эвелинӑпа Петр ҫукки уйрӑмах уҫҫӑн сисӗнет. Эпир пӗр-пӗрин умӗнче тупа турӑмӑр. Ҫӳлти картлашка патӗнче самантлӑха чарӑнчӗҫ вӗсем, анчах кӗҫех пӗрин хыҫҫӑн тепри суккӑр манах умӗнченех унталла-кунталла йӑпшӑнчӗҫ. Корольпе майрине йӑпатма автор тӗрлӗ йӑпатусем шухӑшласа тупни. — Хуть вӗреннӗ тӑмсай пулнӑ пулсан, татах та юратчӗ! — терӗ майор, унпа пӗрле пӑшӑрханнӑ пек пулса. Негоро юханшыв патнеллн утнине курчӗ Дик Сэнд, унтан, вӑл ҫыран хӗрринчи чул сӑрт хыҫне кӗрсе ҫухалсан, ун ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ. Алӑк патӗнче икӗ уҫнӑ чӑматанччӗ, столовӑйра та пурччӗ. Ҫав чӑматансене эпир тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр пуҫтарса чикрӗмӗр: кӗнекесем тата темле приборсем — пӗр сӑмахпа каласан, пӳртре Катя япалисем мӗн кӑна пур — пурне те майлаштарса хутӑмӑр. Факт! Вӑл хӑй ӳтӗнчи юн кӳпченӗ спрут пӗвне юхса куҫнине туять. Унтан каллех путпилка илчӗ те, решеткене ҫӗнӗрен касма пуҫларӗ. Ҫав ватӑ шуйттан ҫакӑнтах килсе кӗрет. Эпир утсем ҫине утлантӑмӑр; Астуса юлӑр, аннеҫӗм — буржуа. Маркиза кӗртсе янӑ хыҫҫӑн йывӑр алӑк хупӑнса ларчӗ. Салтаксем ханкӑр умне ҫурма ункӑн тӑрса тухрӗҫ. Рене-Жан амӑшне курчӗ, анчах кунта тӗлӗнмелли нимӗн те тупмарӗ, ҫакӑнта, хӑнӑхман ҫӗрте, хӑйне пулӑшу кирлине кӑшт туйса илчӗ те хытах мар:— Анне! — тесе ячӗ. Вӑл чул цокольрен аннӑ истукан пек, Тӳпен чӑн-чӑн ывӑлӗ пек туйӑнать. Петр Великий ӑна пӑлхавҫӑсене пеме хӑй шӑратса тунӑ: пӗр хӗрарӑм, дворянка, — хӑйне юратнӑ пирки ӑна хирӗҫ пӑлхав пуҫласа янӑ. Унпа юнашар Федюшка утнӑ. Эпӗ лав ятӑм тесе шутлатӑн-и? Ҫапах та киле тухса кайма хал ҫитмерӗ. — Эпӗ ыйтса тӑмасӑрах калатӑп, — аллине сулчӗ те Демка, пӗр вӑхӑтрах президиум ҫинелле те, пухӑннӑ халӑх еннелле те пӑхнӑ пек, куҫӗсене хӑнчӑрлатса хучӗ. Ну, мӗскер пулать малалла? — Ҫапла… Хӗп-хӗрлӗн хӗрелсе, вӑл темиҫе ҫекунд хушши нимӗн те калайман, ҫав вӑхӑтрах, хӑйӗн чӗмсӗрлӗхне Смолин илемсӗррӗн ӑнланма пултарӗ тесе, сехӗрленсе ӳкнӗ. Ну, урамра мӗнле — пурте йӗркеллӗ-и? Ху юратса ҫиекен пылак кукӑльсем сутакан майраран та кая тӑрса юлӑн». — Пурте ҫухӑраҫҫӗ, — мӑкӑртатса илчӗ пусӑрӑнса ларнӑ Петр. Пирӗн ӑҫта та пулин каҫпа каймалла пулсан, эпӗ яланах ларкӑч ҫине ларатӑп, унта хаваслӑрах — пурне те курса пыратӑп, Филипп мана тилхепе тыттарать, хӑшпӗр чухне чӑпӑрккине те илетӗп. Мӗн вӑл мужик? Эсир унпа тӗл пулман-и? Амӑшӗ, судьясем ҫинче куҫ илмесӗр пӑхса ларса, вӗсем, пӗр-пӗринпе илтӗнмелле мар калаҫса, ытларах та ытларах пӑлханнине курчӗ. — Женя, куҫӗсене чаркаласа илсе, ачашшӑн йӑл кулчӗ. — Питӗ час кӳренетӗн иккен эсӗ! Ҫапла вӗсем, пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек, пӗр вӑрмантан тепри патнелле утрӗҫ: Ржев тӑрӑхӗнчи ҫӗрсене вӑрмансем, тӗрӗ тӗрленӗ пек, чаплӑн, ҫӑран тӗрлесе, эрешлесе пӗтернӗ. — Сирӗн пата эпӗ хӗрачана хӑварасшӑнччӗ, — терӗ вӑл. Ыран йӑлтах паллӑ пулать. — Сирӗн хушӑра кам пыратчӗ? Вӑл Соуберри Хэган ятлӑ старик шутсӑр хытӑ вӑрҫнине илткеленӗ-мӗн, хӑй вара паян унран та ирттертӗм тет, анчах, ман шутпа, вӑл куна суйрӗ. Малтан атамансем пуҫларӗҫ, хӑйсен кӑвак сухалӗсене аллисемпе шӑлса илсе вӗсем хӗреслесе чуптӑваҫҫӗ, унтан алӑсенчен тытса вӗсене хыттӑн чӑмӑртаҫҫӗ. Хӗрлӗармеец кайрӗ. Халӗ манӑн вуникӗ плуг ӗҫлет. Тимур ку! Вӑл ман питӗ лайӑх юлташ. Ӑс-тӑн — матери, — чулран ҫирӗпрехскер, тата ҫутӑран хӑвӑртскер. Пӗр хӑми ҫине хӗртнӗ тимӗрпе Флинт аллинче пулнӑ суднон ятне — «Морж» тесе ҫырнӑ. — Тытайсан! — йӗплесе каларӗ Рада. Лукич ывӑлӗ ашшӗпе пӗр каварта пулсан вара? Вӑл Доле илсенех вара Мон-Доль ҫине батарея вырнаҫтарса лартать, унӑн тупӑсем пур, ҫыранӑн пӗр пайӗ ун аллинче пулать, ҫапла майпа акӑлчансене тинӗсрен ҫӗр ҫине тухма ҫул уҫса парать. Апла пулсан пурте пӗтрӗ. Ҫӑлӑнӑҫа ҫапла шырамалла акӑ!» — кӑшкӑрса ячӗ Ромашов чунӗнче кулакан, ҫиҫсе ялкӑшакан сасӑ. Тата вӑл хӑйне хӗненӗ хыҫҫӑн ашшӗпе амӑшӗ ӗлӗк ӑна ачашланипе ачашламаннине те аса илеймерӗ. «Карапа пӑрахса «Мария Ҫӗрӗ» ҫине каяс тесе «ачалла», «айванла» шухӑшланӑранпа ҫирӗм ҫул та иртсе кайнӑ. Берсенев пӗр утӑм каялла ярса пусрӗ, унтан чарӑнса тӑчӗ. Ҫав площадкӑна алӑксем лартса тухнӑ, решеткесемпе каркаласа пӗтернӗ, варринче пӗр пысӑк палӑк ларать, ун ҫине «Ludwig van Beethoven» тесе ҫырса хунӑ, анчах чӗрӗ аллея Горевӑна Бетховен палӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑма памарӗ, ӑна сылтӑмарах — Вена вальсӗсене ҫырса хӑварнӑ Штраусӑн вилтӑприйӗ ҫинчи палӑк патне — илсе пычӗ. Питех хаклӑ тӑракан вутта казух ӑшне илсе кӗчӗҫ те вучахха пӑрахрӗҫ. — Мӗн вӑрлатпӑр-ха эпир? Кил-ҫуртсене ҫарататпӑр-и е выльӑх-чӗрлӗх илсе тухса каятпӑр, е… — Айванла калаҫатӑн! Выльӑх-чӗрлӗх илсе тухни е ҫавнашкал урӑх япала ҫаклатни вӑл хурах пусни мар, вӑрлани кӑна, — тет Том Сойер. — Пурӑнатӑп. «Элемент» тенӗшӗн эпӗ сана саккун тӑрӑх ответ тыттарӑп. Акӑ вӑл, мана хӑратаканскер! Ун умӗпе Емельян пырать. Ку пысӑк чӑптапа пуҫӗнчен пуҫласа урине ҫитиех витӗннӗ те виҫкӗтеслӗх евӗр туйӑнать. Половцев ӗҫсӗр ларманнине, ахальтен мар тем кӗтнине Яков Лукич питӗ аван пӗлнӗ. Тухтӑр тухса кайрӗ. Вӑл та, хӑй ҫулне кура, чиперех каласа пачӗ. Мӗн вара? — Манӑн манах, туррӑн хура ҫӑлтӑрӗ пулса тӑмаллаччӗ, — тетчӗ вӑл сӑмаха хӑвӑрттӑн ҫаптарса, — анчах пирӗн пата мӑнастире Пензӑран пӗр турра кӗлтӑвакан хӗрарӑм, пит кулӑшласкер пычӗ те мала илӗртрӗ-пӑрахрӗ: эсӗ пит юрӑхлӑскер, пит ҫирӗпскер, эпӗ ҫылӑхсӑр тӑлӑх арӑм, пӗчченскер, тет, пырасчӗ сан ман пата дворника, манӑн хамӑн пӳрт, эпӗ кайӑк мамӑкӗ-тӗкӗпе суту-илӳ тӑватӑп, тет… Украинӑри шӑпчӑкӑн вӑйлӑ сасси янӑраса кайрӗ, тӳпери уйӑх та итлет пулас ӑна… Хулпуҫҫийӗме хускатса илтӗм те, тата Иван Иванович ҫинчен те мӗн те пулин ыйтса пӗлес тесе, урӑх ҫӗрелле пӑрӑнтӑм. Ҫак вӑтӑр ҫулхи пит маттур ҫын урине аран хускатнине ӗненес те килмест. Артур шкул ачи пекех хӗрелсе кайрӗ, хӗрарӑмӗ, ун сӑмахӗсене ӑнланнине асӑрхаса, Артур вӑтаннинчен кулса ячӗ те пӳртрен тухса кайрӗ. Пирӗн пурӑнӑҫа ыттисене хутшӑнма ҫул питӗрӗнчӗк. Тая питҫӑмартине Павел кӑкӑрӗ ҫумне сӗртӗнтерсе лӑпланать те, хӑйӗн юратнӑ ҫыннине ыталаса, ҫывӑрса каять. Эпӗ малтан сочинени ҫыраттӑм, кайран тин кӗнекине вулаттӑм. Тепӗр темиҫе минутран алӑк уҫӑлчӗ те, кӗрен ҫанӑллӑ, хӗвелпе пиҫнӗ ҫамрӑк алӑ алӑкран стакан тӑсрӗ. Пӗр минут ҫапла тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл малалла тытӑнчӗ:— Джон, — терӗ вӑл ҫамрӑк капитана. Уҫ ӗнтӗ хӑвӑртрах! — йӑлӑнса ыйтрӗ хӗрача. Вӑл мана ним те каламарӗ, анчах пӗр сӑмах шарламасӑр пӳлӗмре вӑрах утса ҫӳрерӗ, каҫару ыйтса тархаслакан сӑнпа сайра хутрӑн ман ҫине пӑхкаларӗ, унтан сӗтелтен тетрадь кӑларчӗ, ун ҫине те ҫырчӗ, сюртукне хывса, ӑна тирпейлӗн хуҫлатса хучӗ, турӑш ҫакӑнса тӑракан кӗтессе пычӗ, хӑйӗн пысӑк шурӑ аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хуҫлатса тытрӗ те кӗлтума пикенчӗ. Эсӗ, анчӑк чунӗ, — Шарафутдинов енне ҫаврӑнчӗ Шульгович, — кам санӑн полк командирӗ? Эпир салтака кухняна ҫӗклесе кӗртрӗмӗр, вырӑн ҫине вырттартӑмӑр, Натали унӑн питне йӗпе тутӑрпа шӑлса илчӗ те хӑй тухса карӗ. Кантӑк ҫумне ҫемҫен ҫыпҫӑнса, сассӑр аялалла шуса ирӗлеҫҫӗ те хӑйсем хыҫӗнчен йӗпе йӗр хӑвараҫҫӗ. Мистер Пойндекстер, эсир хӑвӑр хӗре кунтан илсе кайнӑ пулсан, лайӑх пулӗччӗ. — Анчах пӗр япала пач иккӗленӳсӗр: хӑй курайман ҫын юнашар пулнӑ пекех тытать хӑйне Динго. Вӑл шӑппӑн кулса ячӗ те, питне сӑхман аркипе шӑлса илсе, малалла каларӗ: — Ну, Михайло тетене мӑлатукпа ҫапсан та ӑнран ярас ҫук. Карточка пирки ҫырам тата. Бек-Атамалов хӑйӗн ҫиҫӗнчӗк куллипе аялӑн кулса ячӗ. Ежов, хӑвӑрт ура ҫине ҫӗкленсе, Фомана хирӗҫ тӑнӑ, унтан ҫӳллӗ сасӑпа такмакланӑ пек калаҫма пикеннӗ: — Эпӗ хамӑн таткаланнӑ чунӑмӑн юлашкийӗсене пуҫтарӑттӑм та чӗрем юнӗпе пӗрле ҫак пирӗн интеллигенцие питрен сурӑттӑм, — мур ҫавӑрса кайтӑр ӑна! Вырӑн пурин валли те ҫитменни куҫ умӗнчех, эппин, ҫуран утма тивет. Пӗр-пӗр пӗлӗшӗ лартса каясса ӗмӗтленсе, Комков кӗтессе тӑчӗ; кунтан машинӑсем, таратайкӑсем, лавсем пурте курӑнаҫҫӗ. Куҫне уҫсан таврара каҫ мар, яр ҫутӑ кун курӑнчӗ, анчах ку хӗвелпе мар, ҫулӑмпа ҫуталнӑ хӑрушӑ та усала систерекен ҫутӑ пулчӗ. Ҫапла каласа хунипе Айртон хӑйнех сиенлерӗ; ҫавӑнпа та ӑна итлекенсем тӗлӗнсех кайрӗҫ. — Сапла ӗнтӗ, — тесе пӗтерчӗ боцман пулнӑ ҫын, — сире асӑрхаттартӑм, сэр. Манпа сӑмах татни сирӗншӗн мар, маншӑн хамшӑнах авантарах пулать. Анчах та, ҫӗнӗ хуйхӑ ҫитессе туйса, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче такама:«Мейӗр, илӗр!» — терӗ. — Апла пулсан, эпӗ тата тепӗр хут калатӑп: эсӗ чӑнах та ухмаха ернӗ. Шпионкӑсене вара персе пӑрахаҫҫӗ. Пухура хуҫа мана мӗнле тупни ҫинчен те каласа панӑ. Вӑл пӑхать: акӑ аҫтахасенчен пӗри тӗттӗм ҫӗртен уйрӑлса, хӑпарнӑҫем хӑпарать, курас килмесен те, хӑйӗн кӑмӑла пӑтратакан сӑнарӗпе лайӑхрах курӑнма пуҫлать… Ҫав формулӑна Конституци проекчӗн пӗрремӗш статйинче, советлӑ обществӑн нациллӗ составӗ ҫинчен мар, унӑн класлӑ составӗ ҫинчен калакан статьяра, тепӗр хут калама кирлӗ-ши? Кӗтсе кӑна тӑрар, эпӗ халех ҫак питех аван патагонеца хӑй калаҫакан чӗлхепе саламласа тав тӑвӑп. Лешӗ Давыдов хыҫҫӑн косилка патӗнчен косилка патне ҫӳрерӗ, хӗрелнӗ пичӗ ҫинчи тарне сӑран чӗр ҫиттийӗпе шӑла-шӑла, кӳреннӗн ҫапла каларӗ: — Эсӗ питӗ те тӗплӗ хуҫа вара! Ҫурри таран шыв илнӗ трюмра нимле тавар та ҫук. Лашасем мана ӑнланчӗҫ. — Турӑҫӑм, урусем мӗнле! — Эсир вара шӑпах ҫапла пулать тесе шанса тӑратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл. — Епле? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс. Унтан вара чӗрри ҫинчен, вилни ҫинчен калаҫса татӑлӑпӑр. — Ҫавӑн ҫинчен, — тунмарӗ Лозневой. Ҫак якӗ сӑмах хушшинче кансӗр те ытла вӑрӑм ҫул курӑнать, ун тӑрӑх эпӗ, кана-кана, утнӑҫемӗн утрӑм, ҫапах та вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть! Анчах мана лексен, ӑҫтан лекет-ши? пуҫран лексен, пӗтрӗм вара; ураран лексен, татаҫҫӗ ӗнтӗ, — татнӑ чух ӗнтӗ, тем пулсан та, хлороформпа ҫывратма ыйтатӑп, — вара хӑть эпӗ чӗрӗ юлма та пултаратӑп. Вӗренесси, вӑл та вӗҫессиех ӗнтӗ. Вӑл ҫӑмӑллӑн уткалать, анчах аллисене сахал сиктеркелет, аллисемпе тӑскаласа калаҫма вӗренмен курӑнать. Хӑрушши ытла нумаях мар кунта. Ҫиелтен тутӑрпа картланӑ каҫхи лампа ҫуттинче вӑл, минтер ҫинче Комиссарӑн тӑртанса кайнӑ шуранка питне курчӗ, унӑн куҫӗсем хуллен те ачашшӑн ҫуталса тӑнӑ. — Акӑ, черкессенех илер-ха, эппин, — терӗ вӑл малалла, — туйра-и, вилӗ пытарнӑ чухне-и, вӗсем эрех ӗҫсе супаҫҫӗ те пуҫлаҫҫӗ вара хӗҫӗсемпе каскалашма. — Ӳсӗр таврӑнтӑм-и эпӗ ӗнер е ӳсӗр мар, тӗрӗссипе калама пултараймастӑп. Пур енчен илсе пӑхсан та, ку ӗҫ ахаль иртес ӗҫ мар: ҫӑкӑр — пӗҫернӗ япала, сӑмса вара йӑлтах урӑх япала. Барин кунтах ак, курмастӑн-им? Мӗнпур команда Том Аустин аврал тума кӑшкӑртнинчен хӑвӑртрах палуба ҫине пухӑнса тӑчӗ. Халь фермӑра пурте лӑпланчӗҫ: кӑваккисем унтан те тухса кайнӑ, те ҫывӑраҫҫӗ. Касса эрешленӗ хут ҫакса янӑ пӗччен лампа ҫуттинче вӑл шурӑхнӑн курӑннӑ. — Сурӑх пек пӑхрӑн та ӗнтӗ, ун пек кирлӗ мар… Ултавҫӑ, суеҫӗ, ирсӗр этем… — Чарӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ те полковник, пукан ҫинчен урнӑ пекех сиксе тӑчӗ. Вӑл Шабашкин ҫине хаяррӑн пӑхса илнӗ, ӑна ятласа тӑкма мӗнле те пулин сӑлтав тупасшӑн пулнӑ. Калугин пӗр стакан эрех ӗҫрӗ те пирусне тивертсе ячӗ. Тӗлӗнмелле! шухӑша вилӗм ҫинче чарасшӑн, анчах нимӗн те тухмасть. Темӗнле пӑнчӑ кӑна курӑнать… урӑх нимӗн те ҫук. Ҫакӑн пек паттӑр ӗҫ хӑйӗн хастарлӑ геройне тупрӗ те. Кӑнтӑрла ҫитеспе Огнянов айлӑмалла анчӗ. Пирӗн ку ӗҫе тахҫанах майласа ямалла пулнӑ. — Ӑсран тухнисене сыватмалли больница, — терӗ пирӗнпе пӗрле пыраканнисенчен пӗри. Каҫ кӳлӗм вӑранса ҫӑвӑнчӗ, хӑйне хӑй тасатса тирпейлерӗ, апатланчӗ те, пирус чӗртсе, урамалла пӑхакан чӳрече умне ларчӗ. Е пирӗн хушӑмӑрта, поляк рабочисем хушшинче, вырӑссемпе украинецсем хушшинче те, Потоцкий пусмӑрне тӳссе пурӑнакансем: сахал пулнӑ-и? Алексей калитке алӑкне тӗртсе уҫрӗ те сак ҫине пырса ларма шутларӗ. Хӗвелтен ҫывӑхра вырнаҫнине пула, унӑн Хӗвел еннелле тӑракан енӗ Хӗвел ӑшшине Ҫӗртен ҫичӗ хут ытларах илсе тӑрать! Горизонтра — кит Ҫак Дингӑпа пулнӑ тӗлӗнтермӗш пирки Уэлдон миссиспа Халл капитан «Пилигрим» палубин кайри пайӗнче ларнӑ чухне пӗрре кӑна мар калаҫнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӗсем хӑш чух ман апат ҫине ларатчӗҫ те чӑкӑрт тутарса вараласа хӑваратчӗҫ е ахаль куҫпах курӑнакан ҫӑмартасем туса хуратчӗҫ. — А, Яков Тарасович! — ҫывӑх туслӑн кулкаласа каланӑ губернатор, Маякин аллине чӑмӑртаса силлесе; старик, вӑхӑта сая ямасӑр, губернаторпа саламлашнӑ вӑхӑтрах архиерейӗн аллине чуптуса илнӗ. — Ҫитӗ ӗнтӗ ун ҫинчен! Вӗсене вӑл канашҫӑсене лартать, храмсем уҫма ирӗк парать, тӑнӑҫлӑх пулмаллине евитлесе пур ҫӗре те хыпарҫӑсене кӑлара-кӑлара ярать. — Тӗрӗс. Суратӑп эпӗ ун ҫине! Полозов эрехне ӗҫсе ячӗ, ҫӑварне чӳхесе илчӗ, аллине ҫурӗ, вӗсене салфеткӑпа тӑрӑшса шӑлса илчӗ те сигара кӑларса чӗртсе ячӗ. Унашкал ырлӑх кӳрекене мӗншӗн пӗтерес-ха? Ҫӗршыври тавар ҫаврӑнӑшне илсен, ку ӗҫрен купцасемпе спекулянтсене пӗтӗмпех хӑваласа кӑларнӑ. Эсир пӑлханма та хурахла хӑтланма тытӑнсан, ӑҫтан-ха вӑл хута кӗме пултарӗ? Йӑлтӑртатса тӑран хумсене ҫӗҫӗпе касса тенӗ пек иртекен карапсем пурте суту-илӳ порчӗ патнелле ҫул тытаҫҫӗ… Ҫавӑнтах курӑксемпе пӗлтӗрхи хытхура кашӑртатма тытӑнчӗҫ, ҫул ҫинче тусан юпи пӗтӗрӗнсе ҫӗкленчӗ, хӑй хыҫҫӑн улӑм ҫӳпписене, шӑрчӑксемпе тӗксене туртса, хуп-хура пӗтӗрӗнсе, пӗлӗте, хӗвеле тӗксӗмлентерсе лартрӗ. Алёша, ну?.. — Епле тата ыррӑн туять ҫын ун чухне хӑйне! Эпӗ походра хам та тӑваттӑшне тытрӑм. Индеецсен ҫӗрӗсенчен килнӗ чи усал вӑрӑ-хурахсен пысӑк ушкӑнӗ паян ҫӗрле сирӗн патӑрти таркӑн негра вӑрласа кайма хатӗрленет; вӗсем сире хӑратаҫҫӗ, хӑйсене ан чӑрмантарччӑр, килте ларччӑр тесе ҫапла тӑваҫҫӗ вӗсем. Вӑл хӑйне тӑрӑшакан тата кӑмӑллӑ ҫын пек кӑтартма ӳт-тирӗнчен тухас пек тертленчӗ. Вӑл кашнин умӗнчех кулса илет. Кандов хӑйне кунта вӑйпа тытса тӑнӑшӑн, йӗркелӗхе ним чухлӗ те уяса тӑманшӑн каллех хирӗҫсе кайрӗ. Ҫав ӗҫпе колхоз хӑйӗн бюджетне ура ҫине тӑрататех, факт. — Мӗн пулчӗ сана? Ой, сехре хӑпса каять! — Ҫӗклесе каятӑп! Алӑкне питӗрмен-мӗн. Ҫав хушӑра столовӑйра калаҫу хӗрнӗҫем хӗрсе пырса, пурне те вӑйлӑран вӑйлӑ кӑсӑклантарса ярса, хыттӑнтарах та хыттӑнтарах янлама пуҫларӗ. Хуҫа мана куллен темиҫешер сехет хушши вырӑнти чӗлхене вӗрентрӗ. — Ой, мистер Стумп, ан хӑратӑр мана! Эпӗ, эсир пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл ҫак вырӑнсенче вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта пулнӑ хӑйӗн землякне, — фронтри условисене питӗ хӑнӑхса ҫитрӗм, хампа пӗрле манӑн яланах вуншар проспектсемпе прейскурантсем тата вуникӗ договор пур. Сасартӑк ун пуҫӗ тӑрринче кӑвак хутран тунӑ парашют уҫӑлчӗ. Кун пек хутлӑхра кита сӑнама йывӑр, анчах кит тытакан ҫыннӑн хӑнӑхнӑ куҫӗ инҫетрен курӑнакан паллӑсем тӑрӑх: кит шыва мӗнле сирпӗтнинчен е, тӗрӗсрех, кит сывласа кӑларакан пӑс тӑрӑх кит мӗнле ӑратран пулнине пӗр йӑнӑшсӑр уйӑрса илет. Лайӑх вӗт, э? Вӑл яланах ҫапла пулать, мӗн тумалла тет-ха пирӗн? Шуйттан шӑтӑкне анса кайӑр эсир… — кӑшкӑрашрӗ вӑл, Оленина пӳлсе. Пулса иртекен ӗҫсене чарма шутламасӑр, вӑл ҫынсем хушшипе именчӗклӗн утса тухрӗ те тӳрех пысӑках мар площадкӑна ҫитсе тӑчӗ. Каснӑ-лартнӑ осетинсем ӗнтӗ! Ман ӗмӗр иртсе каичченех ҫапла пӗр япала пулӗ ӗнтӗ, — шухӑшларӗ Ромашов, взводран взвода ҫӳренӗ май. Эпир тягӑра сехете яхӑн тӑтӑмӑр, пӗрер мӑшӑр кӑрӑпчак тытрӑмӑр, вара, хӗвел тухиччен татах хамӑрӑн телее сӑнаса пӑхас тесе (тягӑна ир енӗпе те кайма юрать), ҫывӑхри арманта ҫӗр каҫма шут тытрӑмӑр. Ҫул ҫинче вӑл ҫирӗм пусӗ хӑйӗн юлашки укҫи пулнине аса илчӗ. Халӗ ку ыйтӑва ответлеме йывӑр. 1866 ҫулхи январӗн 20-мӗшӗнче Ливингстон ҫӗнӗрен Занзибара ҫитнӗ. Тен, ыран эпӗ вилетӗп!.. Ҫук, пултараймасть, мӗншӗн тесен коммунизмӑн ҫӳлти сыпӑкӗ ССР Союзӗнче пурнӑҫа кӗмен-ха, ӑна малашне пурнӑҫа кӗртмелле пулать. Вӗҫен кайӑк чӗвӗлтетни те, шӑрчӑк чӗриклетни те илтӗнмест. Ҫак ҫунатлӑ чӗрчунсем кӑнтӑр кунӗнче канӑҫа пӗлмеҫҫӗ, халӗ тесен хӑйсен йӑвисене кӗре-кӗре пытаннӑ. Священник аналой тавра ҫаврӑнтарать, тияккӑн «Исаия, савӑн» юрласа ярать, сан пуҫу ҫине венчет калпакӗ тӑхӑнтартаҫҫӗ… Араб-купцасем е вӑтаҫӗр облаҫсенчи метиссем ҫывӑхарах пырса «тавара» тимлӗн пӑхаҫҫӗ. — Май пур. Дубцов Давыдова хӑйпе юнашар лартрӗ, ун чӗрҫи ҫине йывӑр та вӗри аллине хучӗ. Унта та кунта, япӑх ҫанталӑкра курӑнман айлӑмсенче, лапсӑркка йӑмрасем айӗнче ларакан пысӑк ялсемпе пӗчӗк ялсем палӑра пуҫларӗҫ; варкӑшса вӗрекен ҫил унтан кӑвакрах тӗтӗмсене вӗҫтерсе килет. Хуҫа арӑмӗ хӑйӗн лаҫҫинче тӑрмашать, лаҫ мӑрйинчен хутса янӑ кӑмакан хура та ҫӑра тӗтӗмӗ хӑпарать; хӗрӗ витере буйвол амине сӑвать. Дик Сэнд палламан ҫын калани пирки шухӑшласа тӑчӗ. Кукушкин хӑйне каллех сывлӑшра ҫапса антарни ҫинчен, ҫунакан самолёт ҫинчен сикни ҫинчен, «сикессе ӑнӑҫлах сикрӗм, хамӑрӑннисем патне анса лартӑм, анчах алла мӑкӑлтаса пӑрахрӑм та халӗ медсанбатра вилесле тунсӑхласа выртатӑп, анчах ку вӑл нимех те мар, часах строя таврӑнатӑп», тесе ҫырнӑ. Пӗчӗк Иисуспа унӑн амӑшӗ таса хӗр Мария ячӗпе ыйтатӑп сиртен, тархаслатӑп, ҫӗр ҫинче мӗнпур таса япала ячӗпе тархаслатӑп: Турга мӗнле каймалла, каласа парӑр-ха? Черетлӗ мӑчавӑр, — шурӑ тумлӑ, пуҫне хырнӑ, мӑйӑхсӑр та сухалсӑр авалхи ватӑ, — алтарь тӳпинчен халӑх енне ҫаврӑннӑ та:— Килӗшӳлӗхре пулсамӑр, ман ывӑлӑмсемпе хӗрӗмсем, — тенӗ ывӑннӑ, йӑваш сасӑпа. Халӗ, вӑрлама шут тытсан, эпӗ ҫав сӑмахсене, вӑл шанса йӑл кулнине астуса илтӗм те, хама вӑрлама пит йывӑр пулассине туйрӑм. — Чипер кайӑр, атьсем! — терӗ вӑл, лавсем хускалсан. Ҫакна вара халӑха тӗттӗмлӗхрен ҫӑлса кӑларса, цивилизацин ырлӑхӗсене кӑтартни вырӑнне шутлаҫҫӗ. «Акӑ дворец патне ҫитрӗмӗр те«, терӗ хуралҫӑсенчен пӗри: «Халех сирӗн ҫинчен пӗлтерӗпӗр». Динго урӑх сас памарӗ. Тепӗр кунне колхозран тухма ҫирӗм виҫӗ ҫын заявлени пачӗҫ. — Кай кунтан, кай кунтан! — кӑшкӑрса ячӗ лешӗ. — Пирӗн сӑмах, юлташсем, педагогсем пирки пырать. Вӑл пӗр юратуллӑ приключени ҫинчен каласа панӑ повеҫӗн пуҫламӑшне аса илетӗп: «Пӑтранчӑк куҫлӑ каҫхине эпӗ — йывӑҫ хӑвӑлӗнчи тӑмана пек — номерте ларатӑп, Свияжск тенӗ чухӑн хулара; вӑхӑчӗ — кӗркунне, октябрь уйӑхӗ, кахаллӑн кӑна ҫумӑр ҫӑвать, ҫил вӗрет — кӳреннӗ тутар юрӑ юрланӑ пек; вӗҫӗ-хӗрри те ҫук вӑл юррӑн: о-о-о-у-у-у… …Акӑ, пырса кӗчӗ вӑл — хӗвел тухнӑ вӑхӑтри пӗлӗт евӗрлӗ ҫӑп-ҫӑмӑл та хӗрлӗскер, куҫӗсенче унӑн — ултавлӑ чун тасалӑхӗ. Унтан вӑл Бен Роджерса шырама тытӑнчӗ, анчах лешӗ пулӑ тытма тухса кайнӑ. Тем тусан та калас ҫук! Кэстльмен станцинчен тухсан ҫирӗм пилӗк минутран, тӗрӗсрех, тӑваттӑ ҫине кайсан вунпилӗк минутран, экспресс Кэмден-Бридже патне ҫитсе ҫӗмӗрӗлнӗ. Хам та кӑштах артист эпӗ. Октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче Монтанелли хӑйӗн епархине — Романьйана кайрӗ, ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче вара Пӑван комитета: манӑн пӗр икӗ эрнене тинӗс патне кайса килмелле, тесе пӗлтерчӗ. — А эсир, майор? Хӗвел анса ларнӑ ҫеҫ, тинӗсрен вӗрекен ҫил вӑрманта шӑхӑрать тата бухтӑри шывӑн кӑвакрах сийне кӑтралантарса тӑрать. Отлив хӑйӑрлӑ анлӑ ейӳве типпе тӑратса хӑварнӑ. Кӑнтӑрлахи пӑчӑ хыҫҫӑн сывлӑш сулхӑнланса ҫитрӗ, эпӗ, ҫӳхе камзол тӑхӑннӑскер, хытах шӑнтӑм. «Манӑн сирӗнпе калаҫмалли пур», — терӗ вӑл хуллен. Юлашкинчен, манӑн хӑлхана пиччен пӑшӑлтатса каланӑ сӑмахӗсем пырса кӗчӗҫ:— Эпир ҫӳлелле хӑпаратпӑр, — тет вӑл. — Мана тав тума ан хӑйӑр! — кӑшкӑрчӗ сквайр. — Каҫарӑр ӗнтӗ мана… эпир сирӗншӗн вӗт, пирӗн аттемӗр, сирӗншӗн ҫӗрӗн-кунӗн турра кӗл тӑватпӑр… Эппин, унӑн ҫакӑнта вилсе выртмалла-и вара? Ирхи хӗвел ҫутипе ҫуталнӑ тӳпе хаваслӑн кӑвакарнӑ, ту тӑррисем йӑлкӑшса ҫиҫеҫҫӗ. Анчах та вӑл часах кӗтесрен кӗтесе пӗр сӑлтавсӑр чупса ҫӳрекен офицера курчӗ. — Э, тӑванӑм, эхер эсир ӑна пӗлместӗр пулсан, сирӗн итлемелле те мар, — терӗ Зухин, — эпӗ сире тетрадьсем парса ярӑп, эсир вара ӑна, ырана вӗренӗр; унсӑрӑн сире ӑнлантарни те пушша пулать. Хӗр лодка хӳринче ларса, шухӑша кайса, шыва аллипе сӗртӗнсе пычӗ. Андрей нимӗҫпе мӗн тума кирлине пӗлмерӗ, ун ҫинчен шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗ, анчах сисрӗ, алли хӑй ӑссӗнех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ, — ку ҫӗҫҫе вӑл похода тухнӑранпах пиҫиххи хушшине хӗстерсе ҫӳренӗ. Крыльца ҫинче пӗр денщик чӗлӗм туртса ларать. Вӑл батарея командирӗ патне кӗрсе ҫын килнине пӗлтерчӗ те Володьӑна пӳлӗме илсе кӗчӗ. Астис майра-патша вӑрттӑн пӗчӗк пӳлӗмре мӑнаҫлӑн саркаланса выртнӑ. — Лайӑх ҫунать ӗнтӗ. Ӑна пӗччен пулни авантарах. Малашне эпӗ санран ҫавӑн пек нӑйлатнине илтнӗ ан пулам… Ҫавӑн пек интереслӑ та чӗрене ҫывӑх кӗнекесене Павел кайран та пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна нумай куҫарчӗ. Манӑн тӑван кум, кивӗ прижим чухне, Филимонов генерал патӗнче денщик службинче тӑнӑ та, ҫавӑ каласа паратчӗ, генерал выҫӑ варлах ҫӗршер вустрица хыпса ҫӑтатчӗ, тет! Унтан хамӑрӑн кивӗ хунара ҫакма юпле юпа ҫирӗплетсе лартрӑмӑр — мӗншӗн тесен анаталла пӑрахут аннине курсан хунар ҫутмалла, тӑвалла хӑпаракан пӑрахутсем валли хунар ҫутма кирлӗ мар, шарлака лекес-мӗн пулсан ҫутӑ кирлӗ вӗсене, — халӗ юханшыв тулнӑ вӑхӑт, лутра ҫырансене шыв илнӗ, тӑвалла хӑпарнӑ чух пӑрахутсем фарватерпа пымаҫҫӗ, шыв юххи вӑйсӑртарах вырӑнсене шыраҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак чӗрчунӑн какайне тутанса пӑхнӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӳрех калатӑп, вӑл паллах, унпа пӗрле пӗтӗм кӗтӗвӗ те инҫетрен чупса килнӗ, тетӗп. Халь ак Мура хӑйӗн кӳрши ӑна ырласах кайманнине сисрӗ те, хӑйне «кӑвакарчӑн ҫитерме» чӗнсен, пачах килӗшмерӗ. Эпӗ ҫак каната шлюпкӑн сӑмсинчи ункӑран кӑкартӑм; тепӗр вӗҫне пӗр карап хыҫӗнчен кӑкарнӑччӗ, вара карап шлюпкӑна буксирласа ҫыран патнелле туртма тытӑнчӗ. Пӗтӗм ҫутҫанталӑк вӑйӗсем мана хирӗҫ тӑма шут тытнӑ пулас. Куҫҫуль тени кулӑш пекех, пӗрин курӑнсан, тепӗрне хӗтӗртет. Карап ҫинче е шлюпка пуҫӗнче хӑйне уйрӑм тупӑ вырнаҫтараҫҫӗ, вӑл вӑрӑм линь туртса пыракан гарпуна е ҫурӑлса кита йывӑр амантакан снаряда персе кӑларса ярать. Соло юрлатӑп пек. Ӑна уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухне колхозри пек тӑрантарман: хӗлле юлашки апата шӑршламан та вӑл, пӗтӗм шӑлне сӗлӗ ҫисе пӗтернӗ тесе шутла. Эпир анса пыракан винтлӑ пусма евӗрлӗ чӑнкӑ вырӑна ҫын аллисемпех тунӑ тесе урасене лайӑхах кантаратпӑр. Вӑл кунӗпех кукӑль пӗҫерчӗ, куҫлӑхне хывса, темиҫе хут сӑмсине шӑнкартрӗ. Тул енче ют сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Коллективран юлас мар тесе, Корчагин хӑй шӑнса хытӑ чирленине юлташӗсенчен пытарчӗ. Эх, савнӑ хӑлатӑм, ҫунатӑм! — Ҫак хура чула эпӗ юлашки ҫӗмрен йӗппи вӗҫне лартатӑп, — тенӗ старик, — эсӗ унпа ҫав тери хӑрушӑ вӑхӑтсенче кӑна усӑ кур. Халех сиксе каять… Лашисем эскадронӑн Российӑран илсе пынӑскерсем, хӑйӑр ҫинче ҫӳреме хӑнӑхманскерсем пулнӑ, ҫавӑнпа та ӳке-ӳке вилме пуҫларӗҫ. Пӗчӗк юханшывӑн хӑйӑрлӑ ҫыранӗ хӗрринче пӗчӗк урасем тӗпӗртетни илтӗнсе кайрӗ. Хыҫҫӑнах тата хаш-хаш! сывлани илтӗнчӗ. Частнӑй пристав ӑна ҫапла йышӑнни питӗ кӳрентерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пуҫне сулса илчӗ те, алӑксене кӑшт сарса, мӑнаҫлӑн каласа хучӗ: «Тӳррипех калатӑп, ҫак кӳрентерекен сӑмахсем хыҫҫӑн эпӗ ним те хушса хума пултараймастӑп…» терӗ те тухса кайрӗ. Утравсен хушши вӑтӑр виҫӗ миль, Амстердам, урӑхла святой Петр утравӗ, ҫурҫӗр енче тӑрать, кӑнтӑр енче — святой Павел утравӗ. Пӗррехинче, ухтару вӑхӑтӗнче, пӗр хӗрарӑм садра ҫеҫке татнӑ та, халӑх ӑна хӗнесе пӗтернӗ. Пирӗн Уйӑх патне кайса килесси пурӗ те 36 сехете кӑна пынӑччӗ, ракетӑн чи пысӑк хӑвӑртлӑхӗ вара секундра 11,2 километра ҫитнӗ, вӑл пӗр сехетре 40 пин километр каять. Тупата туршӑн, эпӗ палламан та. Эпӗ ҫӳлелле ҫеҫ пӑхма пултаратӑп: хӗвел пӗҫерте пуҫларӗ, ун ҫутти ман куҫа йӑмӑхтарать. — Аван… Шӑпах леш хура сухаллӑ тӗреклӗ казак, кӗтӳ ҫӳретнӗ вырӑнта Банник табак турттарни, урапа ҫине улӑхса тӳрленсе тӑчӗ тепӗр пилӗк минута яхӑн тарӑхсах усал сӑмахсем каласа вӑрҫрӗ, унтан хыттӑн кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Мӗнле эсир власть хушнине пӑхӑнмастӑр-ха? Тул ҫуталать. Хӑш-пӗринчен каҫса кайса кулма та пулать. Анчах Тарас ҫав-ҫавах хӑйӗн шухӑшӗсене пухса мӗн пулса иртнине аса илме тӑрӑшать. Лайӑх картина пулӗ-ҫке — ӳчӗсене сӑрласа пӗтернӗ дикарьсен йӑхӗ хушшинче эпир иккӗн пулӑпӑр. Инкек? Унӑн куҫӗнчен каллех куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ те, вӑл, ӗсӗклесе илсе, хушса хучӗ: — Пӗтетӗн эсӗ! — Кун пирки бюрора ыйту лартмӑпӑр, пӗтӗмӗшпе илсен, пысӑк тиражпа каймасть, тес пулать. Аялалла анса урамсем хытӑ чулсене пырса тивсен эпӗ ывӑнса вӑйран кайнине туйрӑм. Нумай вӑхӑт утрӗҫ вӗсем. Эпӗ хамӑн ӗмӗрӗмре курнӑ мӗнпур ыйткалакансенчен ку ҫын чӑн ҫӗтӗкки пулчӗ. Ирӗке тухнӑ каронада мӗн чупмассерен корвет путасси ҫывхарсах пычӗ. Ирхине, мирлешнӗ хыҫҫӑн, эпӗ ӑна Трухачевские пула кӗвӗҫни ҫинчен каласа патӑм. Вӑл ним чухлӗ те вӑтанмарӗ, ним пулман пекех кулса ячӗ. Ҫав ҫынна юратса пӑрахма май пур тесен вара, тӗлӗнмелли ҫеҫ юлать, — терӗ вӑл. Эпӗ япӑх педагог мар вӗт-ха, мӗншӗн манӑн хам пултарайман ӗҫе тытӑнас? Ҫук, ку вӑл — этем мар! Кунта ӗҫсем мӗнле пулса пынине пӗлмен ҫын кӑна, инҫетрен килнӗ ҫынах пулма кирлӗ, ҫав ҫын кӑна янӑ… Вӑл мана юрататчӗ: пӗр манпа чухне ҫеҫ, хӑйӗн яланхи усал калаҫас йӑлине пӑрахса, тӗрлӗ йапаласем ҫинчен кӑмӑллӑн, чунтан калаҫатчӗ. Урра-а! Ытларах ӗҫсен вӑл яланах правительствӑна вӑрҫма тытӑнать. Паян та ҫаплах. — Правительство теҫҫӗ тата! Ав, мӗнлерех вӑл, пӑхса савӑн ӑна! — Акӑ, Кондрат Майданникова илсе кай. Колхоз картишне ҫурхи юр шывӗ тулса ларнӑ. Анне кампа та пулин калаҫать, унӑн сасси ҫав тери ырӑ, ҫав тери кӑмӑллӑ. Эсӗ вара кулатӑн… Начар кулӑ ку, Ҫемен Давыдов! ЦК санаторийӗ — «Коммунар». — Ку мӗнле фигура? — терӗ вӑл. Тӗплӗрех пӗлес тесе Сергейрен ыйтса пӑхрӗ, анчах нимӗн те пӗлеймерӗ: ача, аллисене сарса, ҫӑварне карса пӑрахса, харлаттарсах ҫывӑрать. Материка океанран океан патне ҫити урлӑ каҫма тӗллев тытса, Камерон ҫапах та ҫулне хӗвеланӑҫнеллех тӑснӑ. Унтан васкаса урисене сырать, бешметне тӑхӑнать, тутӑрпа ҫӑкӑр ҫыхать, вӑкӑрсене кӳлет те кун каҫах ӗҫлеме сад пахчине каять. — Ӑна наборланӑ ӗнтӗ. Петр Васильевич ӑна ҫине тӑрсах авланма ӳкӗтленине кӑна пӗлетӗп, атте авланасшӑн пулман, унтан ӑна темле шухӑш пырса кӗнӗ, рыцарьле хӑтланма шут тытнӑ, — вӑрттӑн ӗҫ. Симурденӑн куҫ умӗ хуралса кайрӗ. Эпӗ ҫапла калатӑп: халӗ пирӗн пӗтӗм хуторӗ тенӗ пек колхозра. Серёжа май килнӗ чухне каллех симӗс вагона кӗре-кӗре туха пуҫларӗ. Пӗтереҫ Огнянова! — нимӗн тӑва пӗлмесӗр кӑшкӑрса ячӗ Соколов. Сивӗте пуҫларӗ. Ҫынсем ҫавӑн пек ӗнтӗ. Кучер пире урамра кӗтсе тӑрать. Нургалей ӑна диск тыттарчӗ. Эпӗ кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм, анчах мана айккинчен явӑл ҫапла каларӗ: «Эсӗ йӗр, ҫемҫешкелен, вӗсем вара лӑпкӑн ҫеҫ уйрӑлӗҫ те айӑпламалли пӗр нимӗн те хӑвармӗҫ, эсӗ вара ӗмӗрӗпех иккӗленӗн, асапланӑн». Каллех кӑшкӑрчӗҫ, эпӗ Даша инке сассине уйӑрса илтӗм те чӳрече патне пытӑм. Вот ӑна айван те! Эпӗ кайса сӗт вӗретем-ха. Ну, юрать, эпӗ хусах… калӑпӑр, пухура эпӗ Василь Василич Липскипе ӗҫсе лартнӑ та ӑна ӳсӗр халпа хӑлхаран янклаттарса янӑ. Темиҫе минут хушши лӑпланса тӑнӑ хыҫҫӑн, пирвай Мак-Набс калаҫма пуҫларӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, сирӗн урӑх пӗр шанӑҫ та юлман? — тесе ыйтрӗ вӑл Гленарванран. Ҫул ҫинче тертленни ун шӑммипе тирне кӑна хӑварнӑ. Анчах авалхи сӗм ҫӗр айӗнчи ҫук вырӑнсенче пурӑннӑ пулсан, кам пӗлет, ҫав тӗлӗнмелле тискер кайӑксенчен пӗрерӗшне, тен, халӗ те ҫак вӑрман сулхӑнӗсенче, е ҫак чӑнкӑ чул сӑртсен хыҫӗнче юртса ҫӳрет пулӗ? терӗм. Авӑ мӗнле пулнӑ вӑл, манӑн покойник атте, Тур каҫартӑрах ӑна. Кашни хӗрарӑмах карланкӑран ҫавӑрса тытатчӗ сана унта! — Эсӗ кама шыратӑн, тӑванӑм? — тесе ыйтнӑ Вулич, лешӗ тӳрех: — Сана, — тенӗ те ҫавӑнтах ӑна хӗҫпе ҫапса хул пуҫҫийӗнчен чӗри патне ҫитиччен касса татнӑ. Эпӗ сана ун пек шутлаттарасшӑн мар. Вара Фома, унӑн сӑмахӗнчи пӗҫертӳллӗ хӗлхемсемпе ҫулӑмланса, харпӑр хӑйне сиен кӳресрен хӑранипе кӑна пурнӑҫа сарма тӑрӑшман ҫынсене епле тӳнтерме, ӳпӗнтерме пуҫласси ҫинчен шухӑша кайсан, Ежов ӑна ҫавӑнтах вӑтаран ҫапса татнӑ: — Пӑрах! Манӑн куҫӑмсем ун ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ, анчах эпӗ ӑна курмастӑп. Вӑл аллисене ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ — эпӗ йӑлт ҫухалса кайрӑм. — Эпӗ нимскер сӑхнӑ палли те курмастӑп, — терӗ татах мустангер, хӑй тарҫине пур еннелле те ҫавӑркаласа, унӑн ҫан-ҫурӑмне лайӑх пӑхнӑ хыҫҫӑн. Унтан тӳрленсе тӑчӗ те, хуллен кӑшкӑркаласа, ҫурт кӗтесси хыҫнелле кайрӗ: — Тулун, Тулун… Эпӗ хама телефонпа калаҫасшӑн пулнӑ пек кӑтартрӑм, йӳҫӗтнӗ панулми туянтӑм, ним пулман пек алӑк патӗнче тӑтӑм. Суднона вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинчен пит аякка илсе кайнӑ-ши вӑл? Хӳме умӗнче мӑшӑрлӑн кӳлнӗ виҫӗ экипаж тӑратчӗ ӗнтӗ. Пӗр вырӑнта ҫеҫ вӑл юр айне таптаса лартнӑ сухари татӑкӗ тупрӗ, ӑна та кӗпшӗл кайӑк сӑхкаласа илме ӗлкӗрнӗ. Площаде ҫитсе чарӑннӑ нимӗҫсем тӳрех колхоз правлени пӳртне пырса кӗчӗҫ. Нумай пурлӑх илнӗ ун чухне козаксем, хӑйӗн тӑван ҫӗршывне чаппа таврӑннӑ, нумай вӑхӑт хушши ырӑласа юрланӑ бандурисем Мосий Шило ҫинчен. Серёжӑна красноармеецсем сырӑнса илчӗҫ. Вӑл выҫӑхса аптранӑ, чирлӗ. Негоро йытӑ уланине илтрӗ, паллах, — каютӑран тухрӗ те, йытӑран хӑрасан та, карап пуҫне пырса борт ҫумне таянчӗ. Салара чиркӳ пулнӑ, аса илетӗп-ха кӑштах, Пантелей святой ячӗпе лартнӑскерччӗ пулас. Унтан пӗр сас-чӳ те илтӗнмест. Валеҫер, кайран курӑнӗ унта. — Каҫӑ патӗнче халӑх лӑк тулли. Асли мӗнле-ротмистр-и? Вӑл ҫак пухун хисеплӗ членӗ асӑннӑ предани пирки пӗрре те иккӗленмен, анчах вӑл хӑйсен ҫӗршывӗнче пӗрремӗш хут курӑннӑ икӗ еху вӗсем патне тинӗс урлӑ килни ҫинчен ҫирӗплетсе панӑ. Пурте пӗр харӑс алӑк патне ыткӑнтӑмӑр. Унтан картишне сиксе тухрӑмӑр та — хыттӑн, хаяррӑн шӑхӑрса, кӑшкӑрса ятӑмӑр. Куратӑн ӗнтӗ… — терӗ. Аэлитӑн юр пек шурӑ кӗрӗкӗ аслатиллӗ чӗрӗлӗхпе, ту сиввипе тулсах ларнӑ. Ӑвӑс катинче Эпӗ ҫав икӗ салтака разведкӑна ятӑм, вӗсем таврӑнчӗҫ те, тӗрлӗ ҫӗрте хӗрӗх машинӑна ҫитет, тесе пӗлтерчӗҫ. Ҫак илемлӗ вырӑнта ҫӑра ҫум курӑк пусса илнӗ арман тупӑк майлӑ курӑнса ларать. — Вӑл вуларӗ-и? — Ах, праҫник вӗт ку! Праҫник! — Ну, Салли, хамӑн айӑпа йышӑнатӑп. Пуринчен малтан тӑрантарӑр ӑна, унтан ӑҫта та пулин пытарӑр. — «Пытӑмӑр…» Пӗр вӗҫӗмсӗрех ҫапла каять вара. Асту, тӑрӑшса, вӑй хурса вӗрен, усси пултӑр. — Ҫапла, — терӗ вӑл, шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, — хусканатпӑр, вӑранатпӑр! — Халех, — терӗ телефонистка. — Пустуй вӑл, нимех те мар. — Эккей, шухӑшлӑн! — мӑкӑртатрӗ Базаров. Сирӗн Гремячире те ҫавӑн пек группа туса хумалла… Мӗн ку? — Ҫитрӗмӗр! — терӗ вӑл, Гаврила сӑмахне чарса лартса. Унта, иккӗленмелли ҫук, темӗнле ахаль мар. Унта темӗн пытанса тӑрать Джим… начарри-и е лайӑххи-и, — терӗ. Зинаида калама чарӑнчӗ. Мӗн тетӗр? Мӗн калаҫатӑр эсир? — тимлесех ыйтать сановник. Вара вӑл усӑнса аннӑ аллине хускатса илчӗ те, сулса ярса, кӑкри ҫине хучӗ. Пахчаҫӑ ачана улпут килкартине илсе кайрӗ. Саша, хӑйӗн ҫурӑлса пӗтнӗ тата курӑк ҫинче сӑтӑрӑннипе симӗсленнӗ йӗмӗ ҫине шиклӗн пӑхкаласа, вӗсем хыҫҫӑн утрӗ. Ытла час. Хам сӑмахсене шӑппӑн каланипе эпӗ ӑна ҫапассине никам та кӗтмен иккен. Нихҫан та вӑл пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах калас ҫук, кукамӑшӗпе те «апат умӗн пӗрер черкке ӗҫни усӑллӑ» усӑллӑ мар-тӑк — сиенлӗ те мар, сиенлӗ мар-тӑк — кӑмӑллӑ» тесе тавлашаймӗ. Параппан ҫапакан мӑкшӑ мана параппан сӑранне патаксемпе пӑнтӑртаттарма вӗрентетчӗ; малтан вӑл ман алӑ тупанӗсене ярса тытатчӗ те, вӗсене ыратмаллах ывӑнтарса ҫитерсе, ман лутӑрканнӑ пӳрнесене патаксем тыттаратчӗ. — Манӑн пӗтӗм вӑй ҫӑва кайрӗ, — тет те вӑл, мӑка шӑлӗсемпе тулнӑ сарлака ҫӑварне карса пӑрахса, ахӑлтатса кулать. Николай… — ерипен кӑшкӑрса илчӗ амӑшӗ, ӑна хирӗҫ каялла анса. — Манӑн ӗҫе кайма вӑхӑт ҫитнӗ. Унӑн кӑвак янахӗ, пӗчӗк кукши, илемлӗ патакӗ тата кӗпин ҫӳле ҫӗкленсе тӑракан ҫухи — ҫаксем пурте ӑна сумлӑ та чаплӑ ҫын пек кӑтартаҫҫӗ. Халӗ акӑ вӑл вунпилӗк ҫултан та иртнӗ, ҫав иртнӗ вӑхӑтне харама яманни пӑхсанах курӑнать, вӗсенчен чи ӑнӑҫлӑ ҫулӗсенчен виҫҫӗшӗ вӑрҫӑ ҫулӗсем пулчӗҫ-ха. Макар аллине шанчӑксӑррӑн сулчӗ, ним тума аптранӑ пек, питне кантӑк енне ҫавӑрчӗ. Ҫӳллӗ курӑксен айӗнче тата темӗн чухлӗ кӗтӳ ҫӳрекен картасем ҫумӗнче вырӑнӗ-вырӑнӗпе кварц татӑкӗсемпе магнитлӑ железнякӑн чӑмӑрккисем сапаланса выртаҫҫӗ. — Пулӑшу? Чи хаяр бандитсем, ӗлӗкхи офицерсем, Украинӑри сылтӑм тата сулахай эсерсем — пӗрер ушкӑн пуҫкасакан пухнӑ кашни авантюрист хӑйне-хӑй атаман ятне парать те хӑйне петлюровец тесе, сарӑ-кӑвак ялав сарса ярать, вара хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран власть илет. Тимккине тытса хӗнемелле-ха пӗрре. Жид каллех пуҫне сулларӗ. Король калаҫма чарӑнсан, ҫак сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын ун патне пычӗ: — Итлӗр-ха, енчен эсир Гарви Уилкс пулсан, — терӗ вӑл, — ку хулана хӑҫан килнӗ? Демка Ушаков, ахаль чухне калаҫма юратаканскер тата усал чӗлхеллӗскер, халь арӑмӗ хыҫӗнче, типшӗрекен тути хӗррисене ҫулакаласа, ним чӗнмесӗр, сывлӑшне ҫавӑрмасӑр тӑрать. Ун пӑрахучӗсем пур тӗп портсене те кӗреҫҫӗ, эсир вара питӗ хӑвӑрт Калифорние ҫитме пултаратӑр. Ака, чей ӗҫӗпӗр те, пуп патне ярӑн, кума чӗнтерӗн… Унӑн пичӗ ҫине пӑхса, эпӗ вӑл темӗн тума шутланине асӑрхарӑм. Анчах вӑл ҫав тери йывӑррӑн та майӗпен шухӑшлать, эпӗ вара, хам хӑрушсӑрлӑха тӑрса юлнишӗн хӗпӗртесе, хыттӑн ахӑлтатса култӑм. Сулӑ патне ҫитме нумай та юлманччӗ. — Итле, чунӑм, — пӑшӑлтатаҫҫӗ вӗри тутасем, — эпӗ пурӗпӗрех пӗтетӗп: офицер мар пулсан, лешсем мана пӗтереҫҫӗ. Унӑн пуҫ шӑмми ҫӗмрӗк те пушӑ пулнӑ, — шыв пуҫ мимине ун ӑшӗнчен ҫуса кӑларнӑ. Флот пӗтнӗ. — Эхер те вӑл, леш хайхи, унта лараканни, хӑй ҫине хӗрес хума килӗшет пулсан, вара вӑл шуйттан мар иккенӗ тӳрех паллӑ». Полковник именнипе хӑйӗн мӑйӑхне турткаласа илчӗ. Акӑ, илӗр! — вӑл хыттӑн нимӗҫле кӑшкӑрчӗ те ун урисем патне укҫа енчӗкӗ ывӑтрӗ. Мельников блиндажа кӗчӗ. Анчах, манпа Валькӑсӑр пуҫне, ыттисем пурте ӑна йӑпӑлтатаҫҫӗ, пуринчен ытла Ромашка ӗнтӗ. Ӑна ҫавӑ кӑна кирлӗ. Паян каҫпа эпир Вайкатопа Вайпа пӗрлешнӗ ҫӗре ҫитетпӗр, вара унта, Оклендалла каякан тракт ҫине тухсан, туземецсемпе тӗл пулассинчен хӑрамалли те ҫук. Анчах ҫул сехетсерен йывӑрланса пырать. Малтан ӑна хӗрхенчӗ, вӑл вилсе каясран хӑрарӗ, кайран вара, вӑл кӑшкӑрнипе хӑлхисем хупланса ларсан, килти тӑрмашусемпе нимӗн туйми пулса ҫитсен, хӑрама та, хӗрхенме те пӑрахрӗ. Иван Никифорович та туслӑхне тӗрле майпа палӑртма тӑрӑшатчӗ, хӑй тем пек катара тӑратчӗ пулин те, Иван Иванович еннелле табак мӑйракине тӑсса: «усӑ курар!» тесе хисеплетчӗ. Эсир мана ҫав тери час манса кайни лайӑх мар вӑл. Ним ӗҫ те ҫук санӑн кунта. Пӗлтерӗве шултра саспаллисемпе пичетленӗ, ӑна вуласа тухмалӑх ҫутӑ та ҫителӗклӗ. Акӑ мӗн вуласа тухрӗ вӑл:«Франци республики пӗрлӗхлӗ уйрӑлса тӑман республика. — Апла пулсан, эсир нихҫан та юратса курмастӑр. Йӗркесӗрлӗхе тата государство магначӗсен тӳрккес ирӗкне хирӗҫ корольпа ӑслӑ ҫынсен влаҫӗ нимӗн тума та пултарайман; ку государство магначӗсем ӗҫе шухӑшласа тума пӗлменнипе, малашнехине нимӗн чухлӗ те курма пултарайманнипе, пӗчӗк ачасем пек хӑйсене ҫеҫ юратнипе тата нимсӗрех мӑнкӑмӑлланнине пула, сеймран правлени ӗҫӗсене тытакан сатира туса хунӑ. Мускавран хӗвеланӑҫ еннелле виҫҫӗр километра ҫити пур кӗртсен айӗнчен те ухмахла эрзац-кӑҫатӑ тӑхӑннӑ шӑмӑланса кайнӑ урасем тӑраткаланса тӑраҫҫӗ! — Ҫурчӗ ӑҫта ларнӑ-ши? — ун-кун пӑхкаларӗ Лена, кашни кунах мар тӗл пулакан ҫӗнӗ япала ҫинчен пӗлнипе ҫунатланса. — «Урӑх нимӗн те юлмарӗ пурнӑҫра. Часах кӑларса яраҫҫӗ ӑна, калатӑп-ҫке сире… — Вӑл кунта вӗренме килнӗ. — Пӗччен йӑнӑшман эпӗ, хам кам ҫине таянатӑп, ҫавсем пурте манпа пӗрле йӑнӑшнӑ. Вӑрҫӑра вӑрҫӑри пекех пулмалла. Анчах ку сӑмахсене питех ӗненме ҫук, мӗншӗн тесен тухатмӑшне Сорочинцӑри заседатель кӑна курма пултарать. Анчах та тусан пӗрчисен масси ытла та пӗчӗккӗ, ҫавӑнпа та тусан пӗрчисене тӗнче уҫлӑхӗнче куҫса ҫӳреме ҫуттӑн пусӑмӗ ҫителӗклӗ. Эсир — чее… Турра ӗненмесӗр ҫакӑн пек пурнӑҫпа пурӑнма ӑҫтан май килтӗр? Анчах та Швабрин тата таврара кӗпӗрленсе тӑракан халӑх ҫак хамӑн чӗрӗмре мӗн пуррине ӑна тӗппипех каласа пама кансӗрлерӗҫ. Ҫапса ҫурнӑ суранӗнчен шапӑрах сирпӗнсе тухнӑ юн куҫӗсем ҫине юхса анчӗ, вӗсене хупӑрласа лартрӗ. Ҫын Марс ҫинче пулсан, хӑйне Ҫӗр ҫинчен стратостатпа питӗ ҫӳле вӗҫсе хӑпарнӑ пек туйнӑ пулӗччӗ. Эсир тӗрмерен хӑрамастӑр-и? Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн мустангне шпорӑсемпе тӗртме хатӗр пулнӑ, анчах ҫавна тума чарӑнсарах тӑнӑ та пӗтӗмпех халь пулса иртнӗ сцена ҫинчен шухӑшласа, ним тума аптӑраса тӑнӑ. Эпӗ вӑл ӗлӗкхи пекех илемлӗ иккенне, тен, ӗлӗкхинчен те ытларах илемленнине ҫеҫ асӑрхаса юлтӑм. — Ах, Андрюшенька! — йынӑшса илнӗ хуньамӑшӗ, ҫӗр хута йынӑшнӑ пек. Ун хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӑм та — ӑҫта унта! Огнянова кашкӑр терчӗ килӗшерех пачӗ. Ссылкӑна каяс килет-и? Яков Лукич вырӑн ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ, арча ҫинчен пысӑк мар ҫӑра вӗҫертсе илчӗ те ӑшӑ ҫенӗхе йӑпшӑнса тухрӗ, амӑшӗ выртса тӑракан пӳлӗм алӑкне питӗрчӗ. — Ара ан васкат-ха эсӗ. «Катя патне ҫырас, Саня леҫсе парӗ. — Хӑшӗ? — ыйтрӗ князь арӑмӗ, мана алӑран тытса чарса. — Иван Павлыч, сиртен ыйтса пӗлесшӗн эпӗ. И тебя лезть к парубкам,Тебя б нужно в домовину,По усам, да по шеям! Оленин ӑна урӑх нимӗн те каламарӗ, пӳртрен чупса тухса кайрӗ. Параппан пӑнтӑртаттараҫҫӗ, куду текен какӑра янратса ячӗҫ, унта та кунта каравана илсе килнӗ салтаксем сывлӑшалла пӑшал печӗҫ. Хӑй ӑҫта тата мӗн тума килнине пачах чухлами пулнӑ юнкер хӑй вырӑнне пырса тӑнӑ та, ирӗксӗрех сывлама чарӑнса, ҫан-ҫурӑмӗ тӑрӑх йӑрлатса чупакан сивве пула чӗтӗресе, темӗскерле хӑрушӑ япала пуласса кӗтсе, ним ӑнланмасӑр малалла, тӗттӗм инҫетелле пӑхса тӑнӑ. Ухӑна тыткалама вӑл Миссисипи тӑрӑхӗнче пурӑннӑ чухнех гума йӑхне кӗрекен индеецсенчен вӗреннӗ. Тепри пулсан ҫак тин пуҫланӑ наркӑмӑш куркин пӗрремӗш тумламӗ ҫине ытахаллӗн ҫеҫ пӑхатчӗ, анчах Фома апла пулман, вӑл, пурнӑҫ ачашлӑхӗпе йӑпанса ӳснӗскер, ҫул тӑрӑшшӗпе, пӗр чӗлӗм ыйхӑ тумасӑр, старик сӑмахӗ ҫинчен шухӑшласа пынӑ, хӑйӗн кӳренӗвне ачашланӑ. — Джим ӑҫта? Французсен императорӗн Наполеонӑн та унтан лайӑхрах врач ҫук», тенӗ вӑл. Хӑмӑр ҫӑмлӑ лӗмсӗркке упа кӳлепи ун ҫывӑхӗнчех юр ҫинче выртнӑ. — Унтан, ҫакӑн хыҫҫӑнах, ятлаҫмалли усал сӑмах шаплатса ҫурӑлнӑ. Эпӗ пӗлмен кӗнекесем ҫинчен панӑ ыйту ҫеҫ интереслӗ пулчӗ; эпӗ подвалта хӗрарӑмсене кӗнеке вуласа кӑтартакан гимназиста аса илтӗм, тата «Хорошее дело» аса килчӗ, — унӑн та ӑнланмалла мар картинӑсемлӗ, хулӑм хура кӗнекесем нумайччӗ. Аутур ун аллине ҫав тери хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ. Ҫӗрле каннӑ чухне тыткӑнри хӑй пекех хура ҫынсен хушшипе, салтаксене улталаса, Дик патне ҫывхарма пултараймасть-ши вӑл, ун сӑнчӑрне ватса, ӑна вӑрмана тартаймасть-ши? — Питех те аван. Апла пулсан ӗҫе тытӑнӑпӑр. Чи малтан: сирӗн крепость планӗ пур-и? Эпӗ те выртрӑм. Эпир аялалла пӑхма пуҫларӑмӑр — алӑк тӗлӗнче ансӑр шӑтӑк пур. Малтанлӑха йӗри-тавра шӑпчӗ. Радуб ун урлӑ ярса пусрӗ. «Анчах ку пачах та ҫапла териех мӑшкӑллӑ мар-и, тен? — вӑтанчӑкла чылай-чылай ҫын йӑлипелен, шухӑшра йӑпатма хӑтланчӗ вӑл хӑйне. Вара Весовщиков урай варринче чарӑнса тӑчӗ те:— Эсир кунта манран кулатӑр-и? — тесе ыйтрӗ. — Тӑххӑр. Вӑл мана, мур илесшӗ, вӑй ҫитмест, укҫа ҫук, тесе ӗнентерет… Вӑл хута хучӗ те пуҫне усрӗ. Фома, куҫхаршисене хутлатса, хреснашшӗ ҫине тӳреммӗн пӑхса, каҫма тӑрӑх вӑраххӑн утнӑ. Юлашкинчен, кучер лашасене кӳлсе тӑратрӗ; пурте каретӑна кӗрсе ларчӗҫ. Том, пӗр пилӗк ҫавра асра тытса хӑварасчӗ тесе, хӑйӗн пӗтӗм тӑнпуҫне пуҫтарса вӗренме тӑрӑшрӗ. Вӑл вӗренмешкӗн юриех ту ҫинчен каланӑ проповедӗн пӗр пайне суйласа илнӗ, — пӗтӗм библийӗпе шырасан та, вӑл ҫав проповедьре ҫеҫ чи кӗске ҫаврасем тупнӑ. Чипер улпут хӗрӗ Акулина пулса хӑтланни ҫинчен пӗлсессӗн, Алексей мӗн шухӑшлӗ-ши? Кам ку? Мана унран хӑтармаҫҫӗ пулсан, эпӗ лучше вилме сӑмах панӑ, вилетӗп те, — терӗ. Сержант тӳп-тӳрӗ тӑчӗ, питҫӑмартийӗсем тӑрӑх юхса аннӑ ахах пӗрчи пек тӑрӑ куҫҫуль тискеррӗн курӑнакан мӑйӑх вӗҫне ҫитсе чарӑнчӗ. Хӗрарӑм ларакан кресло хыҫӗнче пысӑк филодендрон пулнӑ, — шултра, чӗн-тӗрлӗ ҫулҫӑсем хӗрарӑмӑн ылтӑн тӗслӗ пуҫӗ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ. Вӑт мӗнле кутӑн хӗрарӑм! Наровчатран!.. Ачасем пӗр хӗрӗх минут хушши нимӗн шарламасӑр ишрӗҫ. Тӗксӗм кӑвак тӳпен хӗвелтухӑҫ енчи кӗрен йӑрӑм ӳссех, сарӑлсах пырать. — Ҫапла, хамӑр тухатмӑшлӑхшӑнах, — лӑпкӑ ҫирӗплӗхпе тавӑрчӗ Олеся. Хӑнасем чӗнмеҫҫӗ. — Ҫитетех пирӗншӗн ҫав сехет! Ку ҫӗршывра чи пӗчӗк кимӗ те пирӗн чи лайӑх вӑрҫӑ карапӗнчен пӗчӗк марччӗ. — Ну? — терӗ вӑл ывӑннӑ сасӑпа. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Эпӗ хам голова. Ҫакӑнтах ҫӗр ҫӑттӑр мана! Унтан Билл текенни тухрӗ, вӑл та кимӗ ҫине кӗчӗ. Ӑнланатӑн-и, тен, малтан эсӗ тахҫанчченех чухӑн пулатӑн, ху ӳлӗмрен пуяссине пӗлес мар пулсан, эсӗ хуйха чӑтаймасӑр ҫакӑнса та вилме пултаратӑн. Вӗсене федералистсем пулӑшнӑ. Ну, мӗнех вара вӑл аҫа йытӑ? Ҫав склеп пӗр вӑхӑтрах тӗрме вырӑнне те, чул михӗ вырӑнне те пулнӑ, унта хупса лартнӑ ҫынсем нихҫан та каялла тухайман. — Шӑпланӑр! Сирӗн паллӑрсемпе халӗ унта кайни — вӑл тӳрех тапӑ ӑшне лекни пулать. — Мана Николай Антоныч янӑччӗ ӑна илме…. Ку маншӑн та ҫав тери йывӑр пулӗччӗ! Вӗренӳсем вӑхӑтӗнче пур енчен те, мӗнпур ротӑпа взводранах ҫупкӑ чатлатнисем илтӗнсе тӑратчӗҫ вӗҫӗмсӗрех. Мӑнаккашне унӑн нумай антӑратса тӑмалли пулман. Пирӗн тӑпра ҫинче тырӑ лайӑх пулни ҫинчен тата пирӗн климат этеме пурӑнма шӑп вӑхӑтли ҫинчен нумайччен каларӑм. Хӑй вӑл матрос костюмӗ тӑхӑннӑ, ҫара аллӑн, урисем чӗркуҫҫи таранах ҫара. Шубинпа юлашки хут курса калаҫнӑ хыҫҫӑн, Берсенев пуҫне Инсарова хӑй дачине чӗнес шухӑш пырса кӗчӗ. Анчах вӑл ӑна часах шыраса тупаймарӗ: Инсаров ӗлӗкхи хваттерӗнчен тепӗр хваттере куҫса кайнӑ. Эпӗ васкаса тумлантӑм, пите те шывпа ҫула май кӑна йӗпеткелерӗм, тепӗр ҫур сехетрен вара Шуйттан Кӗтесе еннелле шултра юртӑпа вӗҫтерсе пыраттӑмччӗ ӗнтӗ. Итлӗр, эпӗ сиртен ыйтатӑп! — МТСа е совхоза — уйрӑмми мӗн пур унта? — Тав турра, шуйттансем илсе тухса кайрӗҫ! — терӗ Чартков, вӗсем хыҫҫӑн алӑк хупӑннине илтсен. — Эп тӑп-тӑрӑ ӑспах! — тенӗ вӑл, пукан хыҫӗ ҫинелле тайӑнса. Вӑл куҫхаршисене ҫӗклет. Король пуншӗ Кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет тӗлнелле аслӑ урам вӗҫӗнче параппан ҫапни, цимбала, Африкӑри тата ытти музыка инструменчӗсем янӑрани илтӗнсе кайрӗ. Унӑн ирӗкне пӑхӑнӑр. Тӗттӗм чӑлана кам малтан кӗресси пирки тавлашкаласа илсен, эпир кӗрсе вырнаҫса лартӑмӑр та кӗтме пуҫларӑмӑр. — Мӗнле эсӗ ҫавӑн пекех ырханланса кайнӑ! Красноармеецсен пӑшалӗсене туртса илнӗ, хӑйсене вӗлерес пек хӗненӗ, Серёжӑна сахалтарах лекнӗ, ӑна, ҫамрӑк тесе, питех тивмен. Ӑҫта ҫав хӗрӳллӗн кӗлтунӑ вӑхӑтсем? Пӑван тутине ҫыртрӗ, бархатӑн тепӗр шерепине татса илчӗ. Ун хыҫӗнченех мӗкӗрнӗ сасӑ илтӗнчӗ. Хӗвел ҫути, йывӑҫ турачӗсем витӗр ҫинҫе хӑюсем пулса, каҫхи кӗпе-йӗмпе ларакан старикӗн шурӑ кӗлетки ҫине ӳкнӗ. «Мӗн дьяк? Мӗн ятлӑччӗ-ха эсӗ? Паллах ӗнтӗ: унӑн урӑх нимӗнпе пурӑнмалли те ҫук, ниҫта каймалли те ҫук, ҫавӑнпа та вӑл каллех колхозах пырса тирӗнет. Вӑл мӗншӗн килнине те пӗлеймерӗм — ҫунан ӑшне лӑплантарас тенипе ҫеҫ пулӗ. Ӑсатнӑ чух Кораблев ун аллине чуптурӗ, вӑл унӑн ҫамкине чуптурӗ — вӗсем ӗлӗк те пӗрне-пӗри ҫапла ӑсататчӗҫ. — Эпӗ те пыратӑп! — тесе хучӗ амӑшӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл вилсе выртать тесе ниепле те шухӑшлама пултараймастӑп. — Ҫырман! — терӗм эпӗ, хӗремесленсе. — Ара, чим-ха эсӗ, тӑхта-ха! Отряд ӗҫӗсем начарланма тытӑнчӗҫ. Ҫапӑҫу ҫӗнӗ тапхӑра куҫрӗ. Баррикада ҫинчен тупӑпа пеме тытӑнчӗҫ. Укҫи чул сӑрт айӗнче пулма пултарайрас ҫук; чул сӑрчӗ ҫӗр ҫумне таччӑнах ҫыпӑҫса тӑрать вӗт. Урӑх никама та ан кӗртӗр. Лешӗ те курмасть иккен. — Юрӗ, — тавӑрчӗ Лукашка. Ушкӑнра чи хыҫалта королӗн асамҫисемпе музыкҫисем пыраҫҫӗ. Леш иккӗшӗ хыҫҫӑн каяс пулсан, вӗсем ӑҫта пырса тухассине эпӗ малтанах пӗлетӗп. Таврӑнать-и? Кӑмака ҫинчен сасартӑк арҫын сасси илтӗнсе кайрӗ: — Мӗн пӑхмалли пур унта? Шухӑша кайса тӑнипе корвет ҫинче темле шӑв-шав пуҫланнине те асӑрхамарӗ. — Вӑранать вӑл, — терӗ Мэри Грант. Эпӗ Ҫӗр ҫинче утмӑл килограмм туртатӑп, кунта вара пурӗ те вунӑ килограмм йывӑрӑш ҫеҫ Мускулсем манӑн Ҫӗр ҫинчи пекех-ҫке. — Ҫук, патша, ҫук! Хырӑм выҫҫи ӑна аптратнӑҫемӗн аптратсах тӑчӗ. Кирек мӗнле матери пекех — лӑпкӑлӑх шыраса ӑс-тӑн кӑштах ыйха путать, урӑхла каласан — хӑвӑртлӑхне тамалтарать. Стумп мустангера хӑйпе пӗрле хӳшӗ алӑкӗ хыҫнелле ертсе кайса, Фелим ан илттӗр тесе, шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ:— Хытах хӑратать, мистер Джеральд, — терӗ вӑл. Вӑл ҫил еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса ларнӑ та ҫӑматине хывса ун ӑшӗнчи юрне силлесе тӑкнӑ, унтан улӑм илсе сулахай уринчи ҫӑмат шӑтӑкне шал енчен лайӑххӑн питӗрсе лартнӑ. — Мӗне кирлӗ ун пек формальность? — каласа хучӗ Хомутов, анчах Корчагин ӑна аллипе паллӑ туса чарчӗ те пукан ҫине ларчӗ. Господин председатель Буриш, ман шухӑшпа, хӑйӗн шухӑшӗсемпе ҫав териех ҫӳле ҫӗкленме пултарайман. Пит ансат вӑл, — терӗ майра, анчах хӑй те шухӑша кайрӗ. Пан Попельский, пӗр тикӗс кӑвакаракан ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ, тӑпчам кӗлеткеллӗ те сӑпайлӑ ҫын пулса кайнӑскер, ҫав сӑмахсем хӑйне тивнӗ пек шутласа, ун пек вӑхӑтсенче яланах Макҫӑмпа килӗшет те ҫав самантрах хӑйӗн йӗркеллӗ хуҫалӑхӗнчи ӗҫӗсем пирки тухса каять. Ҫухалнӑ ачисем ҫинчен амӑшӗпе калаҫма ҫӑмӑл мар. Тепӗр тесен, мӗн пӗлнӗ-ха вӑл? Нимӗн те пӗлмен. Анчах куҫӗ ывӑлӗн ялкӑшакан куҫӗпе тӗл пулсан, вӑл каллех пуҫне чикрӗ. Ҫав хушӑра ҫил вӑйлана пуҫларӗ, шхуна пӗчӗк хӗрлӗ раксем йӑшӑлтатакан анлӑ вырӑна хыҫала хӑварчӗ ӗнтӗ. Хӑшпӗр чухне эпир ҫилӗн чӑрсӑр мыскарине кӑмӑлламастпӑр пулин те, пире вӑл пысӑк усӑ парать. — Парса пӗтермешкӗн ним те ҫук, пулнӑ чухне — памастӑмччӗ, — лӑпкӑн каларӗ кукамай. Чугун ҫул тӑвакансен пӗрре ҫеҫ мар кирка вырӑнне пӑшал тытса локомотив хыҫӗнчен персе тӑмалла пулнӑ тесе эпӗ заклад хурса тавлашма та хатӗр. Апрелӗн иккӗмӗшӗ, ҫав тери ӑшӑ кун. Акӑ кӗтмен ҫӗртенех, ҫак куна манӑн асӑмра мӗн ӗмӗрлӗхех хӑварасшӑн пулнӑ пекех, юр ӳкме пуҫларӗ. Эпӗ вӑрантӑм та: «Кам унта?» — тесе ыйтрӑм. — «Mach auf!» Ӑна йӑпатасси ҫинчен Джон Мангльс шухӑшламасть те. — Ҫапла, сэр. Назанский пуҫне минтер ҫийӗнчен кӑшт хӑпартрӗ те, пит-куҫне йӑлт пӗркелентерсе лартса, Ромашов ҫине вӑйпа тертленсе пӑхрӗ. Юрӑ хушшинчен ҫинҫе сасӑпа кулкаланисем, ҫапкаланисем, чуптунисем, пӑшӑлтатнисем илтӗнчӗҫ. Юлашкинчен Мерри хӑйӗн майлисене сӑмахпа хавхалантарма шутларӗ. Фабрика ҫине тата вӑл туса хунӑ ытти пур япаласем ҫине пӑхса, ҫав ҫын ӗнентерме тӑрӑшнӑ: «Ҫакӑн пек аппаланмасӑр, урӑхла пурӑнма пулатчӗ». Саккӑрта чухне тепӗр ӗҫе куҫнӑ. Мӗншӗнне пӗлейместӗп, анчах та музей заведующийӗ эпӗ панӑ ыйтупа самаях интересленчӗ курӑнать. Сӑмах майӗн каласан, вӑл пирӗн летчиксен шкулне тӑвакансенчен пӗри пулнӑ. Учлётсем вара, пурте тенӗ пекех, кирек мӗнле ӗҫ пулсан та, яланах унтан ыйтса пӗлетчӗҫ. Мӗнле саккун-ха вӑл! Ҫынран ывӑлне туртса: илеҫҫӗ — тӑван ывӑлне! — ҫын ӑна ӳстернӗ вӗт, тӑрӑшнӑ уншӑн, укҫа-тенкӗ тӑкакланӑ. Паллах, вӑл вӑрлатчӗ, — ӗҫлеме тытӑннӑ малтанхи каҫах вӑл вунӑ ҫӑмарта, пӗр виҫӗ кӗренке ҫӑнӑх тата самаях пысӑк касӑк ҫу айӑккалла илсе хучӗ. Уйӑхлӑ каҫ пӗлӗт ҫинелле месерле выртса пӑхсан, вӑл ҫав тери тарӑн пек курӑнать, хальччен эпӗ ҫакна асӑрхаман. Ӑҫтан килнӗ вӗсем? Вӗсем чарӑнчӗҫ те — итлеҫҫӗ. Кимӗ Тускуб керменӗн ҫӳллӗшӗпе танлашрӗ. Бобров! Мӗншӗн хӑвӑн ерӗшкӳ ҫине — ҫаратрӗ, тесе элеклерӗн, тӗрмене хуптартӑн? Вӑл пуринпе те ытти ҫынсем евӗрлех калаҫать, эпӗ те унпа паллашрӑм, анчах ҫапах та мана унӑн утти, тути хусканӑвӗсем тата хура куҫӗсем темле тӗлӗнмелле те магнитлӑ пек туйӑнчӗҫ. Окреҫтӑвкомӗн икӗ хутлӑ аслӑ ҫуртӗнче (ун чухне эпӗ ҫавӑнта пурӑнаттӑм) пурте ҫывӑратчӗҫ ӗнтӗ, пӗр эпӗ пурӑнакан пӳлӗм кантӑкӗнчен тухакан ҫутӑ ҫеҫ ҫул хӗрринчи юрпа витӗннӗ ҫинҫешке йывӑҫсем ҫине ӳкнӗччӗ. Лешӗ месерле выртать, сылтӑм аллине айккинелле сарса пӑрахнӑ. — Кусем — нумаях та пулмасть шӑпах эсӗ ӑмсаннӑ телейлӗ янаварсем, — кунта ыйткаласа ларакан суккӑр кӗлмӗҫсем… Виноградниксене хусӑкласа тухнӑ чухне те вӗсем, штыксене кӑнтса атакӑна кӗнӗ чухнехи пекех, питӗ кирлӗ пулчӗҫ. Хӑш пӳрт патне кӑна пыратпӑр, — пурне те йышӑннӑ. Ҫапах та турӑ сыхласа хӑварчӗ — нимӗн те вӑрламан. — Унсӑр пуҫне тата, — пӳлсе хучӗ Базаров, — мӗн нуша вара пуринчен ытларах хамӑртан килмен малашнехи пурӑнӑҫ ҫинчен калаҫма тата шухӑшлама? Ку «палаткӑра» пурлӑх тытмалли кунтӑк пуррине те асӑрхарӑмӑр, ҫӑраҫҫийӗ вырӑнне парусина татӑкӗччӗ, шалта темиҫе ҫӑм чӑлха та шурӑпа сенкер тӗслӗ одеял татӑкӗсем пур. Яков халь Нестеренко чееленнине, темскер пӑтраштарнине, вӑл ҫеҫ те мар — хӑратма пӑхса ӑна е хӑйне ҫак историрен пӑрса яма пикеннине туйса тӑчӗ; офицер: ҫынна хӑранипе те пеме пулать тесен вара, Яков ӑна шанманни ҫирӗпленсех ҫитрӗ: «Суять». Ачине йывӑрпа ҫуратакан хӑрарӑм алли ҫумне ҫыхаҫҫӗ Шамире, ҫаплах, тата ӑна ҫапӑҫӑва каякан салтаксем сулахай аллине тӑхӑнаҫҫӗ. Ҫур сехет хушшинчех вӑл халлапри пӳрт пек тайлӑк та чӳречи таран юр айне юлса пытаннӑ. Унтан вӑл тамӑк ҫинчен калама тытӑнчӗ, эпӗ хайхи: «Унта лексен аванччӗ», — тесе персе ятӑм. Пифагор ученӑй, хамӑр вӑхӑтчен малтан икӗ пин ҫурӑ ҫул ӗлӗкрех пурӑннӑскер, Ҫӗр чӑмӑр тесе вӗрентнӗ, унӑн ҫийӗ те, айӗ те ҫук, тенӗ. Эсир — ырӑ тата тӳрӗ ҫын. Ҫӑрттан сӑмах чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, ассӑн сывласа илсе, словаре уҫрӗ. — Епле ан пултӑр-ха, паллах, пур. Савельич кӑмака ҫине хӗсӗнме шут тытрӗ; кил хуҫи урайне выртрӗ. (Нумаях пулмасть вӑл хӑйне валли йӑпанмалли ҫӗнӗ япала шыраса тупнӑ — лашине Терекре шыва кӗртме пуҫланӑ.) Апла пулин те, ӗмӗт татӑлнипе эпӗ тарӑн хуйха ӳкнӗ минутсем час-часах пулатчӗҫ; ман пек сарлака сӑмсаллӑ, хулӑн туталлӑ, пӗчӗкҫӗ кӑвак куҫлӑ ҫыншӑн ҫӗр ҫинче телей ҫук, тесе шутлаттӑм; эпӗ турӑран тӗлӗнмелле ӗҫ тума — мана чипер тума ыйтаттӑм, ҫав илемшӗн хамӑн ун чухне мӗн пулнине, малашне мӗн пулма пултарнине пурне те пама хатӗрччӗ. Ҫавӑ, ачам, сана урӑх ҫӗре, ниҫта та мар, ӑристан ротине илсе ҫитерет. — Пӗлессӗрех килсен, — хушса хучӗ Остен, — Стара-планина хӑй, пирӗн валли тесе, ҫил-тӑман хускатса ячӗ-ха. Эпӗ кӗтсе тӑмарӑм, ҫырантан хӑпса, майӗпен каялла ишме тытӑнтӑм. — Мана ҫынсем кирлӗ, Вольмер юлташ, чӗрӗ ҫынсем! Манӑн сире пӗр япала каламалли пур. Эсӗ тӑванусене тунсӑхланӑран пуль, тесен: «Манӑн тӑвансем ҫук», — тетчӗ вӑл. — Паллах, унта лайӑх марри ним те ҫук ӗнтӗ, — каллех испанецла ответлерӗ виҫҫӗмӗш. Итле, Хлебников, эпӗ халь сана начальник мар, эпӗ хам та телейсӗр, тӑлӑх, вилнӗ ҫын. Кӑнтӑрлахи тӗнчен илемӗ ҫӗр хыҫнелле йӑпшӑнса кӗрет, унӑн шупкаланнӑ юлашки ҫутисене хӗрлӗ хӗвеланӑҫӗ ҫӗнтерсе пырать. Тахҫан пулса иртни тӗнчере урӑх никама та мана пӑхӑнтарнӑ пек пӑхӑнтармасть пулӗ. Мӗнле апла — кайри урине? Нагульнов та пулин куҫӗсемпе йӑл кулса илчӗ. — Вӗсем ҫулпуҫӗ тавра пуҫтарӑннӑ, — терӗ шӑппӑн Роберт. Анчах пурнӑҫ пире часах уйӑрчӗ. Акӑ епле килсе тухрӗ вӑл. — Ку пирӗн Египет Нимврочӗ, — терӗ вӑл мӑнаҫлӑн кулкаласа, Оленина тата старик ҫине кӑтартса. — Мӗн эсир, капитан юлташ! — Ҫӗмӗрнӗ-тӗк — ҫӗмӗрнӗ; мӗн калаҫмалли унта! Акӑ кам нимӗн те улшӑнман иккен! Малтан вӑл шӑпчӑк пек, унтан тӑрилле, вара пӳтенелле юрларӗ; юрланӑ чух хӑй, кровать ҫинче выртакан этем мӗн те пулин каласса кӗтнӗ пек, ун ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Сулӑ пирки ан тив, ӑна Ганс тӳрлеткелесе хутӑр, анчах манӑн шухӑшпа вӑл пире урӑх кирлӗ пулас ҫук пек туйӑнать. Малта Кольхаун вӗҫтерсе пынӑ; драгунпа стрелокӗ пӑртак каярах юлнӑ, хыҫалтан ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ытти ҫынсем сиккипе пынӑ. Пур манӑн сӑмах сирӗн ҫинчен… мӑлатук пек! Эпӗ хуҫа килессине кӗтсе хирӗҫ тухнӑччӗ. — Унӑн сакки ҫинче-и? — Эпӗ паян сирӗн патра ҫын ярса та пӑхрӑм, анчах эсир тухса та кайнӑ иккен. Тӳпен хӗвеланӑҫ хӗрринче ҫӑлтӑрсем тӗксӗммӗн ҫиҫсе йӑлтӑртаткалаҫҫӗ, вӗр-ҫӗнӗ ухӑ йӗнни евӗр авӑнчӑк уйӑх хурҫӑ кольчуга тӗслӗ тӳпе ҫинче ылтӑн касӑк пек илемленсе тӑрать. Чӑннипе каласан, вӗсен вырӑнӗ анатоми музейӗнче пулмалла, — унта тӗрлӗрен пӑсӑккисем, — пурнӑҫ йӗрринчен сулӑнса кайнисем… Хӑрушӑ катастрофа пулнӑ: поезд рельсӑсенчен тухса кайнӑ та ҫырмана вӑрхӑнтарнӑ. Ҫак ҫырупа сире, хурал аллинчен тухса тарнӑ Дон казакӗ тата раскольник Емельян Пугачев, вилнӗ ӗмпӳ III-мӗш Петр ятне хӑй ҫине йышӑннине калама ҫук иртӗнсе, Яик ялӗсенче пӑлхану туни, темиҫе крепӑҫе тытса илсе ҫаратни, пур ҫӗрте те хурах пусса вилӗм кӳни ҫинчен пӗлтеретӗп. — Унӑн пуҫӗнче пурте йӗркеллине пӗтӗмпех шанмастӑп, — терӗм. — Апла пулсан, йӗркеллӗ мар мӗн, — терӗ доктор. — Мӗн калӑн ӗнтӗ, — терӗ Алексей, кукша пуҫӗпе сулса илсе. Ыран хам авланни ҫирӗм ҫул тултарнине уявлатӑп, эпӗ сире тата сирӗн хӗрсене ман пата пӗлӗшле пырса апат ҫиме чӗнетӗп, — тенӗ. Выляса ывӑнсан, малашне мӗн тумалли пирки калаҫма пуҫларӗҫ. — Ҫапла ҫав, хыҫалта. Кимӗ тӗпне шыв ҫапӑнса шӑмпӑртатрӗ, унӑн хӳри патӗнче вӑл кӑпкаланса, йӑрӑмланса пычӗ. Чул тусем вӗсене халь эскадрӑран йӑлт хупӑрласа хучӗҫ. Вӑл френчне хыврӗ, ҫемҫе кӗпин ҫухине ҫӗклетсе галстукне ҫыхма пуҫларӗ. Катьӑпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине кулкаласа пӑхрӑмӑр. — Мӗншӗн? — Эпир ӑна приказчик патне илсе кайса вӗрентӗпӗр. Туслӑ пурӑнатпӑр, — терӗ вӑл хуллен кулса. Хӑй ҫав вӑхӑтрах:— Шел, ҫынсем ашшӗне мӗнле чысланине Илья курмасть, — тесе шухӑшларӗ. Гостиница хуҫипе канашласан, вӑл грультруда тара тытса хула тӑрӑх пасар кӑшкӑртнӑ пек кӑшкӑрса ҫӳресе халӑха пӗлтерме ячӗ. Унӑн ҫапла каласа пӗлтермелле пулнӑ: гостиницӑра этем евӗрлӗ сплекнока кӑтартаҫҫӗ; вӑл темиҫе сӑмах калама пултарать тата тӗрлӗ кулӑшла мыскарасем туса кӑтартать, тесе. Вӑл вӗт халӗ ҫакӑнта, манпа пӗрле пулма пултарнӑ, эпир унпа иксӗмӗр те ҫӗршывшӑн питех те усӑллӑ ӗҫсем тӑвӑттӑмӑр. Мӗскӗн художникӗн чӗри тата вӑйлӑн тапма пуҫларӗ. Сӑмахран, Ардальона е Гришана ил-ха мужике мӗнпе вут хыпса илчӗ! Унтан, эсир хӑвӑрпа пӗрле тӑватӑ тарҫӑ илнӗ. Мана, вӗсене те судно пуҫӗнчи пая, матроссемпе пӗрле вырнаҫтарасси ҫинчен каларӗҫ. Разметнов шаккамасӑр кӗчӗ, алӑк умӗнче чарӑнса, ӳсӗркелесе тӑчӗ, анчах тӑрӑшса вулакансенчен ӑна пӗри те асӑрхамарӗ. — Пӗлместӗп те, канаш пар-ха, Дейко бай. Герасим Леонтьевич ун ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ: — Эсир пӗлместӗр-и, поляксен паллисем мӗнле? Микитен хӑйпе хӑйӗн пит тавлашмалла пулнӑ: вӑл кӑштах стакана тытса эрехне хӑй ӑшнелле ӳплештермен, анчах Ваҫили Андрейч ҫине пӑхнӑ та, хӑй сӑмах панине, сутса ӗҫсе янӑ аттисене, катка-пичке ӑстине тата ывӑлне ҫуркуннепе лаша илсе парас тенине астуса илсе, сывласа илнӗ те эрехне тытман. Калас тенӗ мӗнпур шухӑшсене пӗр-пӗрне йӑлтах пӗлтерме пире сӑмахсем те, вӑхӑт та ҫитмен пек туйӑнчӗ. Хамӑн хӑнасене эпӗ хамах тӑрантаратӑп, мана хысна пулӑшӑвӗ кирлӗ мар. Тата ҫакна калас пулать: эсӗ ӑна персе вӗлересшӗн, а вӑл вӑрман тӑрӑх чӗрӗлле чупса ҫӳресшӗн. Аллисене пуҫӗ ҫинчен илмесӗрех (вӗсемсӗр хӑйӗн телейсӗр пуҫне ҫухатса хӑварасран хӑранӑ пек), вӑл кил-хушшинчен чупса тухрӗ те, хыттӑнах ӗсӗклесе, таҫта аялалла, виноградниксем патнелле ыткӑнчӗ. Ерофей Кузьмич сӑмса шӑтӑкӗсене выляткаласа, нумайччен ӑна хыҫалтан пӑхса тӑчӗ. Унтан: «…Пурте урӑхла пулма пултарнӑ» тесе шухӑшлама та йывӑр. Арӑмӗсенчен чылайӑшӗ унпа пӗрле пасара килчӗҫ. — Степан пичче, нивушлӗ пурте пирӗн ялсем? — Ҫук! Эпир Уйӑх патнелле ҫывхарнӑ майӑн пире вӑл, Ҫӗр ҫинчен курӑннипе танлаштарсан, чылай пысӑк пек туйӑнчӗ. Ун патне Бесхлебновӑн ӗне хӑвма тухнӑ кинӗ чупса пынӑ, ват старикӗн сивӗнекен аллине ярса тытнӑ, вара, сывлӑшне аран-аран ҫавӑрса, старикӗн сӳнекен куҫӗ ҫине вӗри сывлӑшпа сывласа ыйтнӑ: — Мучийӗм, сана йывӑр-им? Вунпӗрмӗш ҫурринче полк командирӗ килсе ҫитрӗ. Ҫапла вӑл, хушӑран тӗлӗркелесе, каҫ тунӑ, ире те кӗтсе илнӗ, ҫавӑн пекех кӑнтӑрла та ҫитнӗ. Унтан пӗртте вӑтанман пек пулса эстрада ҫине Том Сойер тухрӗ те нихӑҫан сӳнми хавхаланупа «Ирӗк парӑр мана е вилӗм парӑр мана!» сӑвва калама пуҫларӗ. Вӑл шутсӑр аллисемпе сулса, тӗленмелле хаяррӑн каларӗ, анчах ҫуррине ҫитсенех такӑнчӗ. Рейкиявикрен тухсан, икӗ сехетрен, эпир «Мӑн чиркӳ» текен Гуфум ятлӑ вырӑна ҫитрӗмӗр. Хаҫатсемпе журналсем Марс тата ун ҫинче пурӑнакансем ҫинчен нумай статьясем пичетленӗ. Сак патӗнче юр ирӗлнӗ те, хуралса выртакан ҫӗр куҫа курӑнмаллах пӑсланнӑ. Наградной отделта пулса сехет ҫурӑ вӑхӑтӑма ҫухатни ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ. — Лармӗччӗҫ? Каларӑн та! Корзинкине аллинчен вӗҫертмесӗрех, вӑл касма чарӑнчӗ те ӑшшӑн кӑна йӑл-л кулса ячӗ, унтан каллех ӗҫе пуҫӑнчӗ. Акӑ халь арӑмӗ ун юнашар ҫывӑрать, пӗр тикӗссӗн сывласа выртать. 80° широтара пӗр сарлака пролив е залив пуррине куртӑмӑр, вӑл «С» саспалли лартнӑ пунктран тытӑнса 00 еннелле каять. Вара сӑрт ҫинче Яхно комиссар хаваслӑн кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ: — Юлташсе-ем, пирӗннисе-ем переҫҫӗ! — Чарӑн, Динго! — кӑшкӑрчӗ Дик Сэнд, лайӑх мар калаҫӑва татас тесе. — Сана ӳстерсе ҫитӗнтернӗ хыҫҫӑн ҫапла тӑватӑн иккен! — терӗ амӑшӗ чӗрҫиттипе питне хупласа ӗсӗкленӗ май. Тӗссӗр тумтир тӑхӑннӑ ҫын Дымовпа тата Кирюхӑпа калаҫса пӗтерчӗ те лашин чӗлпӗрне туртса лартрӗ, хутор енне пӑхрӗ. — Ыран тӑватӑ сехетре, — терӗ Симурден. Ҫак хижинӑсенчен хӑшӗ-пӗри иртен-ҫӳрен куҫне уҫӑ, теприсен йӗри-тавра тростник картасем тытнӑ е ҫӳллӗ ӳсмен инжир йывӑҫӗсем лартса тухнӑ. — Мана Тимур ҫыхӑну тытма ячӗ, — палкама пуҫларӗ Симаков. Гленарван, хӑйӗн ҫул ҫинчи библиотекинче чаваланса, Самуэль Ричардсонӑн «Географи» текен кӗнекине туртса кӑларчӗ. Ҫынсемшӗн тискер кайӑк пулса тӑнӑ ҫынна эпӗ хам та вӗлерме пултарӑттӑм. — Ҫил вӑйланнӑранпа эпир кунне вӑтамран ҫӗр сакӑрвунӑ миля ишнӗ, — терӗ Дик Сэнд. — Аван ҫын пулнӑ Хенрик король — унпа пӗрле хӑть те кӑртӑш тыт хӑть те мӗн ту, — тетчӗ вӑл. Пӗрре мана ҫапла пӗр чеченец кӑштах вӗлеретчӗ; эпӗ унран лаша пуҫне вуншар монета ыйтрӑм. Питсенче хӑракалани палӑрса кайрӗ. Чӑнах та ахальтен пулман иккен: 26-мӗш числара Марина колхозран тухма заявлени пырса пачӗ, хӑй ӗҫне «колхозра тӑни — турра хирӗҫ пыни пулать», тесе сӑлтавларӗ. Унӑн хӑй хуҫине хӑвӑртрах таврӑнтарасси килчӗ. Кунта ҫӗнӗрен килсе кӗрекен ҫынна лартас шухӑшпа пӗтӗм хула тасамарлӑхӗ тислӗк купи пек пухӑнса капланнӑ. Вара вӑл генилле хаваслӑхпа ҫуралнӑ кӗвве вӗҫне ҫитичченех вӗҫлесе пӗтерем тесе татах чӗнми пулчӗ. Старик урайӗнче ларчӗ, вӑл тӑмарӗ. Полковниксемпе гетмана ҫапла пӗтӗрччӗр-и? Пушӑ та ҫынсӑр хула — яланах илемсӗр, телейсӗр. Пуян кӳршӗ тавӑрӑнни ялти ҫынсемшӗн паха тапхӑр шутланать. Акӑ тинех — телефонограмма: пурте ларнӑ, карапсем ҫӗкленеҫҫӗ. Пӑшал пенӗ сасӑсем сайралнӑҫем сайралсах пычӗҫ. Кунталла килет. Вӑл вӗт, тепӗр тесен, нумаях чарса тӑмасть. Вилнисен ӳчӗсене ҫӗнтерекенсем хӑйсем ҫисе янӑ. Пӗр вырӑнта чӑтса ларма пултарайман вӑл. Кӗмӗл уйӑх ҫути ҫарана ҫутатрӗ, йывӑҫсен тӗлӗнмелле мӗлкисем ҫӗр ҫине хывӑнчӗҫ. Чуллӑ ҫыран вашмӑкӗ халь курӑнарах пуҫларӗ, вӑл халь авалхи ҫуртсем ишӗлнӗ вырӑн пек палӑракан пулчӗ. — Нихӑҫан та, — терӗ Дик Сенд. Ылханлӑ Лушка! Анчах чӑннипе ӗҫсем акӑ мӗнле пулса иртнӗ-мӗн. Тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма тесе, юнкера пӗр батальона янӑ пулнӑ. Батальон, тӑшман персе тӑнӑ пирки, пӗр-икӗ сехете яхӑн темӗнле стена патӗнче тӑнӑ, унтан вара малта тӑракан батальон командирӗ темӗскер каланӑ, рота командирӗсем йӑшӑлтатма пуҫланӑ, батальон хускалнӑ, бруствертан тухнӑ та вӑл, пӗр 100 утӑма яхӑн кайса, рота колоннисене пайланса, чарӑнса тӑнӑ. — Виҫҫӗр ҫирӗм пилӗк километра яхӑн аннӑ, — терӗ пичче. Хӗрлӗ Тӑрна тытнӑ ӑтӑр тирӗнчен ҫӗмренпе унӑн йӗпписем валли енӗ туса хатӗрленӗ, дикобраз йӗпписемпе илемлетнӗ. Гобельманпа юнашар тенӗ пекех, сылтӑмра, сӗтел патӗнче, тепӗр ҫын ларать. Половцев, халӗ ӗнтӗ икӗ чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, пуҫне каялла ывӑтса, тӗксӗм кӗмӗл ҫутине курса савӑннӑ пек, шашкӑна ал лапписем ҫинче тытса тӑчӗ, унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне ҫупӑрларӗ, макӑрас пек сасӑпа каларӗ: — Савӑнӑҫӑм, ытарайми хӗҫӗм! Санин килне шлепкесӗр таврӑнчӗ… — Ҫук; хӑвӑр авӑрлӑр, эпӗ утӑмсем виҫем. Епле шутлатӑн, Степан Иванович, э?.. Пӗрре тыттарса яратӑп та, тӑшман мана хирӗҫ пӗр сӑмах калаймасть, мӗншӗн тесен хирӗҫ калама тӑнӑ чух лайӑх, выртнӑ чух вара — мӗн хирӗҫлесси пултӑр унӑн? — Эпӗ паян, апат ҫиместӗп, Джули. Ятлаҫса илнӗ хыҫҫӑн, Нагульнов халь ӗнтӗ уттарса, енчен енне пӑхкаласа, каялла кайрӗ. Хӑш чухне вӗсене куҫа йӑмӑхтаракан кӗрхи пӗлӗт тӳпинче куҫпа шыраса тупма та хӗн, анчах вӗсен моторӗсем салхуллӑн ҫухӑрса улани чуна ҫӳҫентерет. Ҫур миля хушшинче каҫӑ тупаймасан, эпир шыв тӑрӑх тӑвалла хӑпарӑпӑр, анаталла анӑпӑр, мӗнле пулӗ унта. — Кӗт-ха пӗр самантлӑха, эп халех килетӗп, — терӗм те тухрӑм. Вӑл хӑй Дятлова пулӑшма пултарас ҫуккине ӑнланса илчӗ те хурланса каларӗ: — Больницӑна леҫмеллеччӗ сана, Стёпа! Кирек епле пулсан та, эпӗ тӑна кӗрсен, христианла ырӑ кӑмӑллӑ пӗр негр-карчӑк (тӗлӗнмелле илтӗнмест-и ку самах?) мана хӗрхенсе хӑй патне илчӗ. Ӑна ҫине тӑрса ҫӑтакан Давыдов ҫав лӑпкӑ ҫилре сӑра шӑрши пуррине туйса илчӗ. Ун пеккине ытла ним тума аптӑранӑран ҫеҫ юратма пулать, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ… Эпӗ ҫак список ҫине, унта маннинчен пуҫне тӗнчери мӗнпур хушаматсене кӗртнӗ пекех, пӑхатӑп. Мана вара ҫав тери кичем пулса каять. Пӗтерсе хутӑн иккен эсӗ манӑн ҫамрӑк пурнӑҫӑма! Ку ротӑри красноармеецсем ревкомра дежурство илсе пыраҫҫӗ. Пуҫ ҫапмасан та хам мӗн каланине тӑватӑп! — А кам пӗлет тата, Бен Джойс хӑйӗн шайкине татах ҫынсем пуҫтарма шутларӗ пуль, ҫамрӑкранах пиҫнӗ ҫынсем Альп сӑрчӗсенче ун валли сахалах мар. Негоро, Гарриса алран ярса тытса, пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ. Пӗррехинче эпӗ хам литературӑна, уйрӑмах француз литературине, лайӑх пӗлнипе мухтанасшӑн пултӑм та ҫав темӑпа калаҫу пуҫартӑм. Анчах хӑвна ху арҫын шучӗпе тӑранса пурӑнакан еркӗн хӗрарӑм пек тыткаланинчен урӑх эпӗ нимӗн те курмастӑп-ха. — Алла мар, апла мар, апла мар, апла мар! — турткалашӑнса, йӗнерӗ ҫинче вӗриленсе ларчӗ корпус командирӗ. Ҫук, нихҫан та, кирек мӗнле пулсан та вӑл аптӑраса ӳкмен, хивре сӑмаха юбка кӗсйинче шыраман, ку ҫеҫ те мар, хуторта пӗр кӗвӗҫ хӗрарӑм та, Лушка пуҫӗ ҫинчен тутӑр сӗвсе илсе, ӑна намӑс кӑтартайман-ха… Епле пулнӑ пулсан та, тепӗр кунне ирхине Гвоздев Комиссартан хут ыйтса илчӗ те, сылтӑм аллине ҫыхнӑ бинта хай ирӗкӗпех салтса, каҫченех ҫырчӗ. Ҫырнисене чӗре-чӗре пӑрахрӗ, лутӑркаса ывӑтрӗ, унтан каллех хӑй пӗлмен хӗрсем патне ответсем ҫырчӗ. Ку ӗҫе Мишкӑсӑр, пӗччен пултараймӑп тесе, Челкаш хӑй ӑшӗнче вӑрҫса илчӗ. — Ку пурте анне шухӑшӗ, — пӳлсе хучӗ ӑна Джемма: — Ку — ун сӑмахӗсем. Хӑлхисем ҫумне ҫеҫ — илем кӳмелӗх — пӗрер ывӑҫлӑх хӑвартӑм, шӑнасене хӑваламалӑх пултӑр тесе, тата хӳри вӗҫне тивмерӗм. — Пӗлнӗ, питӗ лайӑх пӗлнӗ. Тома ҫӳллӗ вырӑна, судья тата ытти хисеплӗ ҫынсем ларнӑ ҫӗре, хӑпартса тӑратрӗҫ, начальство хӑй вара ҫав питӗ пысӑк хыпара пӗлтерчӗ. «Пӗччен, тӑр пӗччен! ҫынсемшӗн пулсан пурӗпӗр, пур-и, ҫук-и эпӗ тӗнчере», — чӑтма ҫук хӑраса ӳксе шухӑшласа илчӗ мӗскӗн ача, унӑн вара шӳт туса мар, чӑннипех те макӑрса ярас килчӗ. Пилӗк-ултӑ хусах офицер кану каҫне ҫитсе тӑма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, анчах дамӑсем килейменччӗ-ха. Мӗншӗн ҫаксем ман пуҫа килсе кӗреҫҫӗ? …Эпӗ ку таранччен, ҫирӗме ҫитиччен, никама юратманни ҫапах та тӗлӗнмелле вӗт? — Ну? Ҫак тӗлпулӑва озеровецсем хӑрамасӑр, анчах ҫапах та кӑшт шикленсерех хатӗрленчӗҫ, — тӗлпулу чиперех иртсе кайсан вара, — самаях хавасланчӗҫ. Полутыкин господинпа паллашнӑ малтанхи кунах вӑл мана ҫӗр каҫмашкӑн хӑй патне чӗнчӗ. Кун пек иккен-ха эсӗ, Мускав! Кунта ҫеҫ мар, ниҫта та ӑна вырӑн ҫук. Ҫавӑнтах бутылкӑран тӳрех ланкӑрт-ланкӑрт ҫӑта-ҫӑта мадера ӗҫнӗ. Шыв ҫыран хӗрринчи тӗмӗсене сулкалантарса хутшӑнса пынине куратӑн, ӑна хирӗҫ лупашкасемпе шырлансенчен ҫурхи шывӑн ҫутӑ юхӑмӗ шавласа анать. Шыв ҫийӗ ӳссе пынине савӑнмалла, Гленарван малтанхи тивӗҫлӗхпе йывӑҫ ҫине касса паллӑ турӗ. Ҫывӑр, ывӑлӑм!.. — Сучӗ акӑ пулать-и ӗнтӗ? — пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ амӑшӗ. «Хӑвӑрӑн ирӗкӗр, Иван Никифорович, анчах сире мӗн чарса тӑнине пӗлейместӗп эпӗ». Вӑт, ҫакӑн пек ҫӗрте ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр пӑлханмасӑр, лӑпкӑн, нимӗнле усал ӗҫ те тумасӑр пурӑнма пулать; ҫакӑн пек арӑм пулсан, ӑна хисеплеме пулать, унпа пурин ҫинчен те калаҫма пулать. Тӑмана пула хӗвел ним курӑнми пулчӗ, ҫил-тӑман айӑн-ҫийӗн ҫавӑрать. Ҫил те ҫил мар ӗнтӗ, вӑйлӑ тӑвӑл пӗр самантра кӗртсене тустарать те, юр тусанӗ юпаланса пӗлӗте ҫити ҫӗкленет. Хыпарҫа тӑнлар та хамӑрӑн тахҫанхи кӗллӗх патне таврӑнар». Пӗлетӗн пулсан хӑв та йытӑ эсӗ. Макариха вӗсене часах вӑрҫа пӗтесси ҫинчен, хурӑнташ-тӑванӗсем ыррӑн та сыввӑн таврӑнасси ҫинчен, пурнӑҫ ырӑ еннелле ҫаврӑнасси ҫинчен кала-кала панӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, хӗрарӑмсем мӗн ӗмӗтленнӗ, Макариха ҫавӑ пуласса шантарса каланӑ, ҫавӑнпа вӗсем вӑл юмӑҫ пӑхнине чӗререн ӗненнӗ. Дон леш енчен инҫетрен ҫумӑр пӗлӗчӗ капланса килет, пӗлӗте ҫурсах ҫиҫӗм ҫиҫет, кӑшт илтӗнмелле аслати хӑлтӑртатать. «Ҫапла калаттӑнччӗ эсӗ мана. «Эпӗ, — тет, — вӑл юлташ валли шинель парса яма пултаратӑп», тет. — Cest ainsi que vous obéissez à votre second mère, cest ainsi que vous reconnaissez ses bontés, — терӗ Сен-Жером хӑрушла сасӑпа, — à genoux! Акӑ ҫил ӗнтӗ ман пурнӑҫ страницисене уҫать… Кунтан Антуко вулканӗ те инҫе мар, юхса хытнӑ лавӑсем тӑтӑшах тӗл пулма пуҫларӗҫ. Пӗр-пӗрин ҫине купаланӑ чуллӑ ҫӗрсем кӗҫ-вӗҫех татӑлса анаҫҫӗ темелле, вӗсем равновесин мӗнпур законӗсене хирӗҫлесе ҫак вӑхӑт хушши тытӑнса тӑнинчен тӗлӗнмелли ҫеҫ тӑрса юлать. Шансах тӑмалла, пӗрре ҫӗр кисренсе илсенех ку вырӑнсен сӑнӗ-пичӗсем пӗтӗмпех улшӑнса каяҫҫӗ. Ним чараксӑр сӑрт хӗррисем ҫине пӑхсан, тата тайлӑк та ҫӳллӗ ту тӑррисемпе илемсӗррӗн кисренсе тӑракан ҫаврашкасене сӑнаса илсен, кунти сӑртсем ӗмӗрлӗхех пулса ҫитейменни аванах курӑнса тӑрать. Ҫакӑн пек чухне ҫул кӑтартса пыма ҫӑмӑлах мар. Ҫӗр чӗтревӗсем тӑтӑшах пулни ҫӗрӗн сӑн-сӑпатне пӗрмаях ылмаштарать, паллӑ тунисене пӗр вырӑнтан тепӗр ҫӗре куҫарса лартать, е пӗтӗмпех пӗтерсе хурать. Ҫавӑнпа та катапац тӑтӑшах каллӗ-маллӗ шухӑшласа илет; вӑл чарӑнса тӑрать, чуллӑ ҫӗр муклашкисенчен темӗскер ыйтса тӗпченӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илсе чуллӑ тӑпра ҫинче сукмак паллисене шырать. Унтан вӑл: укҫа мӗн чухлӗ санӑн? — тесе ыйтрӗ. Баймакова ӑна:— Хӗр ҫумне пилӗкҫӗр тенкӗрен ытла памастӑп! — терӗ. Святой турӑ! Пит те тӗлӗнсе, хӑраса каймалла япала! Хӑйне халех аҫа ҫапса вӗлересси пирки вӑл иккӗленмерӗ ӗнтӗ, ҫавӑн чух ӑнсӑртран куҫӗ уҫӑлнипе леш хӑрушӑ улӑпсене курассине кӗтрӗ. Эпӗ тата ыттисем те манпала пӗрле, пурнӑҫ валли мӗн те пулин пухас тесе, хамӑра хамӑр ҫаратрӑмӑр… — Мӗншӗн интереслентерет вӑл сире, мистер Мак-Набс? — тесе ыйтрӗ Роберт. Эпир хамӑр командира юрататпӑр, пирӗн командир кирлӗ пире. Володьӑпа Дубков хӑйсем кама юратни ҫинчен савӑнсах калаҫаҫҫӗ (вӗсем сасартӑках темиҫе хӗре тата иккӗшӗ те пӗр хӗрсенех юратса пӑрахаҫҫӗ); Нехлюдов пачах урӑхла, ӑна хӑй темле хӗрлӗ ҫӳҫлине юратни ҫинчен шак хурса каласан, яланах хытӑ ҫиленет. Халь вара, хӑй пит хӑраман ҫын пулсан та, унӑн пӗтӗмпех сехри хӑпса кайнӑ. Уйӑх ҫути унӑн ҫурӑмне ҫутатса пычӗ, ачан мӗлки хӑй умӗнче кӗске силуэт пулса чупса пычӗ. — Уншӑн эпӗ сире сӑмах панӑ, — терӗ Джон Мангльс. Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: каллех вӑрттӑн асаплантарса вӗлерме пуҫласа, ҫав ҫынсем пире ҫеҫ пулӑшаҫҫӗ, хӑйсене ырӑ мар кун-ҫул хатӗрлеҫҫӗ. Эсӗ мана мӗнле пулмалли ҫинчен калатӑн, эпӗ сана — вӑл ӗҫе халӗ мӗнле туни ҫинчен калатӑп. — Артистӑн мӗнле те пулсан сӑмахӗ вырнаҫуллӑ мар, халӑха килӗшмест е унӑн юмахӗ кичем пулсан, хӗнеҫҫӗ. Халь чи кирли патне пыратӑп. Игнат, ахӑрнех, кун пек ответа кӗтмен пулмалла, вӑл, темиҫе самант хушши ним чӗнеймесӗр, сухалне шӑлкаласа ларнӑ. Халь ҫеҫ сехет хӑрӑлтатса илнӗ пек, унӑн кӑкӑрӗнче те тем хӑрӑлтатать. Тепӗр енчен тата, хуҫи кӑра ҫилӗллӗскер пулсан та, Король урамӗнчи ҫав ҫуртра эпӗ телейлӗ ҫын пекех пурӑнма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пичче мана вӑрҫкаласан та, пурӗ пӗрех юратать. Иккӗмӗш ӗҫӗмрен пуҫлам. — Пирӗннисем епле тытӑнса тӑраҫҫӗ-ши, гайдамаксем ҫулӑхмаҫҫӗ-ши вӗсем ҫумне? — Ах, турӑҫӑм! Калӑн ҫав, ку истори тахҫанах иртнӗ тесе, унта кӳренӳ те, юрату та, Марья Васильевна вилӗмӗ те, Ромашка пирки кӗвӗҫӳ те пулман тейӗн ҫав… Ахальхи хак вунӑ доллартан ҫирӗм доллар таран пулнӑ чухне ҫӳреме вӗрентмен мустангшӑн икҫӗр доллар! Анчах вӑл чее те усал. «Ӑслӑ, эсрел, — шухӑшларӗ аслӑ Артамонов, — чӑнахах ӑслӑ». — Ытлашши ывӑл кӑмӑла каймасть пулмалла пире? Ҫав ачасем пичӗсене ҫуман ангелсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Ҫатансем те, килкартинче шупкан курӑнакан выльӑхсем те, ҫурт тӑррисем те, яштака раинсем те — пурте ӗҫленӗ хыҫҫӑнхи сывлӑхлӑ та лӑпкӑ ыйха путнӑн туйӑнать. — Анне, эпӗ сана торбӑсене саплама каланӑччӗ: сапларӑн-и? — терӗ вӑл. Вӑл хальхи вӑхӑтра Атӑл ҫинче, калама ҫук хӑватлӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ ҫӗрте пулнӑ пур ҫынсене те ӑмсаннӑ, унӑн чунтанах унта пулас килнӗ. Вӑл йӗплӗ хулӑсем хушшине кӗрсе ҫитнӗ-ҫитмен кашни утӑмранах фазансем вӗҫсе хӑпарма пуҫларӗҫ. (Старик ку вырӑна, хӑйне кобылкӑпа сунар тума сыхласа хӑварас тесе, ӗнер Оленина кӑтартман.) — Турӑ пӗлет-и ӑна! Джексон утравӗ — маншӑн чи юрӑхлӑ вырӑн. Анчах синьор ӑна каҫарнӑ. Мана вӑл вут ҫулӑмне сунтал ҫинче туптама пуласси ҫинчен ҫырнӑ алҫырӑвӗ кӑтартрӗ, ҫав алҫырӑвне вӑл уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларма хатӗрленет. Киленсе пӑхмалли ӳкерчӗксем те, вулама юрӑхлӑ кӗнекесем те ҫук, лайӑх рояль те ҫук, унта-кунта ларакан клавесинсемпе фисгармоньсем тахҫантанпах пӗр сас-чӗв те кӑлармаҫҫӗ. Вӑл кансӗрлес ҫук. Каласа пар. Ҫак сценӑна Петька та курчӗ. — Тата акӑ мӗншӗн эпир пурнӑҫра чи малти ҫынсем, хамӑр ҫӗршывра чӑн-чӑн хуҫасем пулатпӑр — мӗншӗн тесен, эпир — мужиксем! Анчах ӑнсӑртран ҫеҫ ҫавӑн йышши пӗр пулӑ лекмен-ши? Эпир татах вӑлта яратпӑр. Сана курайман ҫынсем — ҫуралмасӑрах вилсе кайччӑр, тусусем — вӗсем ҫӗр ҫула ҫитиччен пурӑнччӑр, хӗрсем сан хыҫҫӑн, кӑвакалсем кӑвакал аҫи хыҫҫӑн утнӑ пекех, кӗтӳпе утса ҫӳреччӗр! Унӑн Ретц кардинал аса илекен — le terreble don de la tamiliarite — текен хӑйне евӗр пултарулӑх пулнӑ. Ун чухне эпӗ гостинницӑраччӗ, манӑн малтан хулана чӗнмелле пулнӑ иккен, унтан тин номере каламалла пулнӑ. Эпӗ телефон ҫине салхуллӑн пӑхса илтӗм. Пӗр хушӑ телефонпа калаҫмасӑр шухӑша кайса тӑтӑм. Мӗн калӑп-ха эпӗ ӑна? Эпӗ унпа ют ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫма пултараймастӑп-ҫке-ха. Малтанах эпӗ зоопарка, Валя патне шӑнкӑртаттарма шутларӑм. Унӑн хӑйӗн ырӑ енӗсем пур… — тесе хунӑ. 1846 ҫулхи июль уйӑхӗнче пӗр каҫхине Флоренци хулинче, Фабрицци профессор ҫуртӗнче темиҫе ҫын пухӑннӑ. Ҫапла каласа кӑтартрӗ Джемма, пӑтраштарса та йӑл кулса; кам та пулин ӑна хирӗҫ пынӑ е ун ҫумӗнчен иртсе кайнӑ чух пӑшӑлтатса е пӗр вӑхӑтра пачах калаҫма чарӑнса. Ман питӗм хӑмач пек хӗп-хӗрлӗ пулнине тата эпӗ вырӑнтан тапранманнине курса, Валахина тӗлӗнчӗ пулас; анчах эпӗ теветкелленсе кӑнттамӑн тӑрса тухса кайиччен тӑрлавсӑрла ларасси лайӑхрах тесе шутларӑм. Халь акӑ, яла апостол пынине пӗлсен, халӑх ӑна хупӑрласа тытма кӑна мар, кӗтсе илмешкӗн тесе депутаци ярать. Петербурга мар пулсан, ӑҫта яраҫҫӗ-ши мана? Октябрӗн 8-мӗшӗ Корчагин пӗрремӗш хут садра хӑй тӗллӗн ҫӳрет. Юмансен хура вуллисем пӗр еннелле тайӑлнӑн, ҫӗр тепӗр еннелле шума пуҫланӑн та вӑхӑт пачах чарӑнса тӑнӑн туйӑнса кайрӗ Ромашова. Вӑл мана ытлашши тимлемесӗр итлерӗ, сак ҫинче лараканскер, чӗн пушӑ вӗҫӗпе хӑйӑр ҫине тем ҫыркаларӗ. Ҫавӑнпа ҫын вӗлерекене кирек хӑҫан та тӳрре кӑлараҫҫӗ: чӑн-чӑн арҫын вара ҫӗрле тухса, маска тӑхӑннӑ темиҫе ҫӗр хӑравҫӑ пулӑшнипе, йӗксӗке линчлать. Вӗсем вӑрӑм пӳллӗ ҫынсем, ӳчӗсем йывӑҫ ҫӑвӗ тӗслех, ҫамкисем лутра та пичӗсене чӑп-чӑмӑр тесессӗн те юрать, тутисем ҫӳхе, питшӑммисем хӑпарса тӑраҫҫӗ; вӗсем темӗнле хӗрарӑм манирне килеҫҫӗ. — Мӗн эсӗ? — Ку эпир иртсе каяс ҫул ҫинче Виктори провинцийӗн юлашки хули. Вӑт аван! — Каласса та хитре калатӑн… Г-жа Лора ӑна хӑйӗн ялта пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗ ҫинчен каласа панӑ. — Мӗн вара апла — тен, тӑвӑнусене курас килет? Пирӗнтен пӗри ҫаплах хӑй шуррисем патӗнче пулнишӗн кулянчӗ, анчах эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: «Шуррисем патӗнче эсӗ ирӗксӗрленипе кӑна, пилӗк уйӑх ҫеҫ салтакра пулнӑ, Хӗрлӗ Ҫара хӑв ирӗкӳпе тарса каҫнӑ, вара икӗ ҫул отделени командирӗ пулнӑ, апла пулсан, санӑн юлашки служба малтанхинчен нумайрах, ҫавӑнпа партие юрӑхлӑ эсӗ». — Мӗн тума? — ыйтрӗ Саша. Эпӗ: сире хӑвӑр ӗмӗтленме те пултарайман пысӑк телей кӗтет, курайман ҫынсем тем пек хирӗҫ пулсан та, эпир иксӗмӗр пӗрле пулатпӑр, терӗм. Ҫапла анчах калама май пур ҫак телейсӗрсем ҫинчен. Ыранах ӑна чӗнсе илӗпӗр те калаҫса пӑхӑпӑр, каялла техникума ӑсатӑпӑр, ҫемйине колхоз пӑхӗ. Юр ҫинче хӗллехи ҫул йӗрӗсем палӑрнӑ. Анчах вӑл хӑй кӑмӑлӗсем хыҫҫӑн ытлашши кайман, кӑмӑлланисем хӑйӗн ирӗклӗхне ҫыхса лартма тытӑнсанах чарӑннӑ. Ледков сывлӑхӗ эпир пынӑ чухне питӗ йывӑрччӗ. — Пӗлетӗн-и эс, ҫав тери тӗлӗнмелле япала, нихҫан курманнине курма тӳрӗ килчӗ! «Юрамасть, юрамасть! Анчах ҫав ухмахла ӗҫ хыҫҫӑн пытанса пурӑнма урӑх юрӑхлӑ вырӑн та пулмарӗ вӗт. «Кометӑсем корольсемпе императорсене, папӑсене вилӗм кӳреҫҫӗ…» Глюмдальклич буфет патне кайнӑ вӑхӑтпа усӑ курса, Глюмдальклич мана апат ҫинӗ чухне тӑрса пулӑшакан пукан ҫине карлик сиксе хӑпарчӗ, мана икӗ аллипе тытрӗ те ман урасене хӗстерсе хӑвӑл шӑмӑ ӑшне кӑкӑр таранах чиксе лартрӗ. Яков манах Ольгӑпа питӗ туслашса кайнине курчӗ, ӑна чӗмсӗр Вера Попова та хисепленӗ, Мирон та, — хӑй ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн тата ҫилленчӗкрех, хытӑрах чунлӑ пулса кайнӑ пулин те, фабрикӑра асли пек хушса ҫӳренӗ, Яков ҫине служащи ҫине кӑшкӑрнӑ пек кӑшкӑркаланӑ пулин те, — тетӗшӗ хӑй тӗнче тӑрӑх ҫӳренисем ҫинчен, ҫынсем ҫинчен каласа панисене итленӗ чух йӗрӗнсе питне-куҫне хуҫкаламан. Ҫӳллӗ ҫыран ҫине-и е шыв хӗррине, вӗсем яланах пӗрле ҫӳретчӗҫ. Эсӗ влаҫшӑн ҫапӑҫнӑ-вӗт? Арӑмӗн чуптӑвас килӗ, вара вӑл ӑна, кӑмӑл ҫук чухнех, тытса чуптӑвӗ. Каҫ пулса килет. Грузовиксем паркран туха-туха кайма тытӑнсан, Женьӑпа Таня дачӑна чупса ҫитрӗҫ. Анчах та алӑ йӑшӑхма тытӑнчӗ, унпа тыткалама та кансӗр, — ыратмасть, анчах кӗскелнӗ пек туйӑнать… Унӑн ыйхӑллӑ ӑспуҫӗнче кулленхи ахаль шухӑшсем мар, юмахри фантастикӑлла сӑнарсем ҫеҫ тӗтреллӗн ҫаврӑнчӗҫ; ҫавнашкал сӑнарсен пӗр лайӑх енӗ пур: вӗсем шухӑшлакан ҫынни тӑрӑшмасӑрах пуҫ мимине хӑйсем тӗллӗн ҫӑмӑллӑн пырса кӗреҫҫӗ те хӑйсем тӗллӗнех — пуҫа пӗрре лайӑхрах силле ҫеҫ — таҫта тухса кайса ҫухалаҫҫӗ; унпа ҫеҫ те мар, таврара мӗн пурри хӑех кулленхи ахаль япаласем ҫинчен шухӑшлама памасть. Санӑн колхозу хӑй тӗллӗн ӗҫлекен колхоз пулать. Ун ҫине: «СССР, сентябрь 1959» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӗ Андрий: ун умӗнче Тарас тӑрать. Вӑрӑмтуна ҫине ӳпкелешет; вӑрӑмтунасем вӗсен унта, чӑнах та, нумайтарах. Эпӗ сире аван пӗлетӗп, ыттисенчен пуринчен те аванрах, тата сирӗн чунӑра та туятӑп. «С»-па «В» cаспаллисем «Пилигрим» малалла ишрӗ. Окопсемпе щельсенчен ҫӗр айӗнчи нӳрлӗх шӑрши тухса сарӑлать. Тӗрӗссипе, ӑҫта сирӗн кӗнекӗрсем? Носилка, силленсе кӑна ҫӗкленчӗ те, тӑвӑр алӑкран хирӗнсе тухнӑ чух ҫӗрпӳрт урайне стенасем ҫинчен тӑпра тӑкса хӑварчӗ. Батальон хӑй вырӑнне ҫитнӗ ӗнтӗ, Михайлов хӑваласа ҫитнӗ ҫӗре вӑл ту айлӑмне ҫитме ӗлкернӗ, кунта ӗнтӗ бомбӑсем ӳкменпе пӗрех. — Эсир темӗн калама хатӗрлентӗр, курӑнать? — терӗ Сильвер хӑй умне аяккалла сурса. Ой, турӑҫӑм, нивушлӗ эпир ҫав териех айӑпла? Анчах нимӗн те пулмарӗ; тӗрмере ларакан телейсӗр ҫынпала ни ангелсем те, ни ырӑ кӑмӑллӑ тухатмӑшсем те интересленмен пулмалла. Давыдов райком крыльци картлашкисемпе кӑмӑлсӑррӑн улӑхрӗ. Кунта пӗтӗм ӗҫӗ те Уйӑхпа Хӗвел пирӗнтен мӗнле хушӑра тӑнинчен килет, — Хӗвеле пӗр пуслӑх укҫапа та, енчен ҫав укҫана куҫ ҫывӑхнех илсе пырсан, хуплама пулать. Эпӗ ӑна алӑк уҫса пӳрте кӳртсен, вӑл мана хулпуҫҫирен лӑпкаса илчӗ: — Сахал ҫывӑратӑр, Максимыч! Майӑн 26-мӗшӗ. Берсенев ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Чупакан мулкача е вӗҫекен кайӑка курма пулӗ-ха, анчах чупмасӑр пытанса ларакан, унталла-кунталла канӑҫсӑррӑн пӑхкаламасӑр выртакан тискер кайӑксене асӑрхамашкӑн кашни ҫын тем тесен те пултараймастех. Пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк опычӗ пухӑнса никӗсленнӗ ҫак пилӗк-ултӑ сӑмахра. — Унтах, унтах председатель, каях. Етре вырӑнне — тимӗр-тӑмӑр татӑкӗсем, пульӑсем — такан пӑтисем, ҫӗмрӗк такансем, вӗсене хутаҫпа хайхи хӗрарӑм ҫӗкленӗ. Ӑҫтарах сан ҫурту, Суламифь? Хӑш чух эпӗ мандрагора тымарӗ чаватӑп, пӗчӗк ҫынсем евӗрех вӗсем… Тӗнчери ученӑйсем те унта ӗҫлеме пухӑннӑ. Унӑн сӑмси ытти вырӑссенни пекех кӑштах хулӑм, ӳт-тир тӗсӗ ытла тасах мар. Анчах, апла пулсан та, Аркадий кун пек хӳхӗм хӗрарӑма халиччен курман тесе шутларӗ. Павел ӑна, хӑй айӑплӑ пек пулса, калать: — Пирӗн, Таюша, иксӗмӗрӗн уйӑрӑлас пулать. Эсӗ вара, Макар, ӑна ҫаплах ӗлӗкхи виҫепе виҫетӗн — ку та факт! Мана ҫӗклесе тӑратрӗҫ, ирӗке хӑварчӗҫ. Ытарма ҫук чаплӑ! Ӑна урӑхлатма тытӑнса пӑхас кӑмӑл никамӑн та пулман. Василий Васильевич, ҫак пит кӑткӑсах та мар ампутацие хӑех тунӑскер, хӑйӗн яланхи йӑлипе операци вӑхӑтӗнче сестрасемпе хӑйӗн помощникӗсене хаяррӑн ятласа тӑнӑскер, ассистентне темиҫе хутчен те — вӑл вилсе каймарӗ-ши, тесе, Мересьева тӗрӗслеттерчӗ. Пуҫӗпе сулса старик каларӗ: — Ҫавӑн пек пулмалла та: саншӑн пулсан — ҫынсем, пурте тавар илекенсем те сутаканӗсем, урӑххисем ҫук! Пӑван тытнӑ алӑсем сасартӑк сивӗнсе кайрӗҫ. Вӑл хӑйне чуптума чармасть вӗт. Анчах вӗсем рашчана кӗрсе ҫухалса та каяймарӗҫ, унтан тата тепӗр юланут курӑнса кайрӗ, вӑл гасиенда патнелле килнӗ пулмалла. — Мӗнешкел киленӗҫ вӑл, тӗслӗхрен, хӗрарӑмсем ҫинчен ӗмӗтленесси! — аяккарахри кӗтес патне ҫитрӗ те, унпа калаҫнӑ евӗр, ӑна аллипе анлӑн та ӗнентерӳллӗн паллӑ парса, хӑпартлануллӑн каласа хучӗ вӑл. Вилме мар, тӳрленсе кайрӑм. Ӳлев сасси вӑйлансах пырать. — Ан кансӗрле! — терӗ Умрихин хыттӑн, чӗлӗмӗпе сулса. Сӑнӗ ун шухӑшсӑр, анчах сывласа ямассеренех хӑй: «Асту парап-ха ак эп сана!» — тесе каланӑн туйӑнать. Философсем кирек мӗнле ейкеленсен те ҫутҫанталӑк хӑй пекех тӑрса юлать. Пӗрре ҫапла магазина пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм пырса кӗчӗ, хӗп-хӗрлӗ питлӗскер те йӑлтӑртатакан куҫлӑскер, вӑл бархатран ҫӗленӗ хура тир ҫухаллӑ ротонда тӑхӑннӑччӗ, — ҫухави ҫинче унӑн пит-куҫӗ тӗлӗнмелле хитре чечек пек курӑнса тӑратчӗ. Мӗн тумалла сан ун пек чух? Эсӗ тӗрӗс каларӑн, кунта хӗрес пурри пирӗншӗн телей вӑл. Йывӑр груз тиенӗ пулин те пирӗн кимӗ халӗ самаях хӑвӑрт пырать тата шыва та нимӗн чухлӗ ӑсса илмест. Шӑнса ларнӑ пӗчӗк юханшыв ҫинче, пешне айӗнче, пӑр черченкӗ саслӑн янӑрать. Ҫапла-и, бригадир? — пурте кулнӑ май каларӗ Прянишников. Вара казаксем ҫавӑнтах кулма чарӑнчӗҫ. Шинель тӑхӑннӑ виҫӗ салтак, пӑшалӗсене хулпуҫҫи ҫинче тытса, пӗр харӑс пусса, рота ещӗкӗ патне хуралҫӑсене улӑштарма каяҫҫӗ. — Тӗрӗс, тӗрӗс, Бойчо, ытла усал ҫын вӑл, — хӑвӑрт-хӑвӑрт каласа хучӗ Рада. Унта сан таврашри чи лайӑх йыш пухӑнать… Унтан вара Катя мана тинӗс компасӗ кӑтартрӗ — тӗлӗнмелле япала вара. Лере, ҫырмара, тӑна ҫухатиччен эпӗ вӗсенчен хама вӗлерме ыйтрӑм. Огнянов тухса тарнӑ хыҫҫӑн мӗн кӑна чӑтса ирттермерӗ-ши вӑл? Ӗҫсем ытла та хӗрӳ пыраҫҫӗ, вӑрҫӑри пекех, веҫех арпашӑнса кайрӗҫ! Гленарван нимӗн тӑвайманнипе Талькав ҫине пӑхрӗ. Лешӗ калаҫма пикенчӗ. — Илтмен-и эсир тыткӑнри виҫӗ акӑлчан ҫинчен? — тесе ыйтрӗ вӑл сержантран. — Ӑна йӗркене кӳртме пулмӗ-ши? Кирила Петрович кулленех сунара кайса ҫӳрет. Эпӗ пӗлетӗп — ҫӗр вӑл. Сӑн-пичӗ Анатоль Франса аса илтерет: савӑл евӗрлӗ кӑвак сухал, аслӑ, ачаш, яланах ҫиҫсе тӑракан куҫсем. Апла пулсан урӑхла майлӑ шутлӑпӑр, ку яш Йӗкӗт — унӑн пиччӗшӗн ачи тейӗпӗр. Музыкӑна пӗлессипе те эпӗ хама вӗсенчен мала хураймастӑп. Мана тата ҫакӑ пушшех вӑйлӑ тӗлӗнтерчӗ: Оперов сӗрме купӑс калама пӗлет иккен, пирӗнпе пӗрле хатӗрленекен тепӗр студент виолончельпе те, фортепьянӑпа та калать, иккӗшӗ те университет оркестрӗнче тӑраҫҫӗ, музыкӑна аванах пӗлеҫҫӗ, лайӑх музыкӑна пысӑк хака хураҫҫӗ. Савнӑ ҫыннӑм! — тесе илчӗ. Халь вӑл нихҫанхинччен те ҫивӗчрех илтет; ҫутта мӗнпур ӳт-пӗвӗпе туять, ҫакна ҫӗрле те асӑрхама пулатчӗ: тӗттӗм каҫсемпе уйӑхлӑ каҫсене вӑл лайӑхах уйӑрса илет, ҫавӑнпа-и, ӗмӗт-шухӑша яракан уйӑх ҫутин ӑнланма ҫук вӑйне парӑнса, час-часах вӑл, чӗмсӗр те салхускер, ыттисем пурте ҫывӑрнӑ чухне вӑрахчен картишӗнче ҫӳретчӗ. Унтан слон шӑммине Хартум, Занзибар, Наталь пасарӗсене ӑсатнӑ. — Аван! Бидон таврашӗ пӗрре те ҫук, сӗтне те, ӗлӗкхи пек, пысӑк чӳлмексенче тытаҫҫӗ. Пӑхсам, мӗнле хура эпӗ… Квейс Ерофей Кузьмича сиввӗн кӗтсе илчӗ. «Ватӑлтӑм ҫав. Вӑл пӗччен пулнӑ, Павел яланхи пекех вӑл каҫ электростанцинче ӗҫленӗ. Ҫитменнине тата пирӗн император кимӗсене Лилипути гаванӗсенчен пурне те тухма чарса хунӑ. Улшӑнусем Эпир Катьӑпа унӑн килӗнчи ӗҫӗсем пирки калаҫмарӑмӑр. — Парӑм пур-им ӑна пирӗн? — ыйтнӑ Фома. Нимӗн тума та сӑмах памасӑр, ашшӗ ӑна:— Начар пурӑнакан ҫынсене пурне те йӑпатса ҫитереймӗн, — терӗ. Мӗн ҫинчен калатӑн эсӗ? — тӗлӗннипе Давыдовӑн хулпуҫҫийӗсем те ҫӗкленсе илчӗҫ. «Ан пӑшӑрхан, ху мӗн тунине ху пӗл», — ун ҫине те, няня ҫине те пӑхмасӑр шухӑшларӑм эпӗ. Пӑлхав ҫыннисем Боримечкӑна лешне хуса ҫитме хӗтӗртсе тӑраҫҫӗ иккен, анчах вӑл улӑп пек сарлакан яра-яра пусать пулин те, ҫарран чупакан тикана ниҫтан ҫитеймест. Вӑл пурӗ те пӗр ҫӑмаха ҫеҫ персе ячӗ: — Брэнди! — терӗ. — Ытлашши вӑраха тӑсатӑр. — Пӑртак? Уть! Ирхи апатчен сехете яхӑн юлнӑ; сывлӑмлӑ ир вырӑнне кун шӑрӑхланма пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра капитан парӑссене шутласа тухрӗ. Сулӑнса кайрӗ Шило, хӑй вилмеллех аманнине туйса илчӗ. Тӑлмач тивӗҫлӗхӗнчен мар, ытларах йӗркелӗх агенчӗн ывӑнтаракан ӗҫӗсенчен ҫитес кунсенчен пӗринче кӗтмен ҫӗртен хӑтӑлчӗ Воропаев. Стена ҫумӗнче ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑлӑп ҫакӑнса тӑрать. Унӑн йӑм-хӗрлӗ питне чӗкӗнтӗрпе сӑтӑрса сӑрланӑ тейӗн. — Боецсем хушшинче калаҫу-мӗн пуҫлансан, эпӗ вӗсене хам та мухтатӑп. Мамӑк пек ҫемҫе юрпа витӗннӗ шӑн ҫӗр шӑпӑрт пулнӑ та ним сасӑ та памасть, анчах сывлӑш темле уйрӑмах таса та янравлӑ: ула курак кранклатни те, пуртӑ туклатни те, турат шартлатса хуҫӑлни те инҫетренех лайӑх илтӗнет. Сывлӑшра вӗҫсе ҫӳрекен утрав манпа танлашичченех аялалла анчӗ. Мӗншӗн фински ҫӗҫӗпе тӑратӑн, тетӗп? Вӗсенчен хӑшӗ-пӗри хӑйсем пеккисене ҫунтаркаланӑ, чи ваттисем вара ҫынна ҫинӗ чухне ун ашне мӗнле пӗҫермеллине пӗлнӗ. Йытӑсем те ҫыннисем пекех шӑпланчӗҫ, анчах хӑйсем манран хӑпмаҫҫӗ, хыҫранах пыраҫҫӗ. Пӑртак апат ҫырткаласан, канма выртрӑм. — Ох, хамӑн пулнӑ пулсан… Вӑл мана тимлӗн итлесе тӑчӗ те, хӗрсе кайса:— Итле-ха, тен, чӑнах та тупӑн! — тесе хучӗ. Кутӑнланса тӑман чухне эсӗ те манӑн питӗ маттурскер. Кунта эпӗ санпа паллашма, халӑхра каланӑ пек, шӑршласа пӑхма, чӗререн калаҫма килтӗм. — Мӗнпе тӳлемелле-ха, ара? — Эпир йӑнӑшнӑ, — тесе ҫирӗплетрӗ Паганель. Уҫлӑха сӑнама аппаратӑн тулаш хупӑлчине тухакан хӑйне евӗрлӗ «куҫсем» лартнӑ, — кӗске металл трубкӑсем, вӗсене призмӑллӑ кӗленчепе хупланӑ. Вӑл чылайччен итлесе тӑчӗ, уйӑх пӗлӗт айӗнчен тухса ҫула ҫутатсан, вӑл ҫул ҫине тинкерсе пӑхрӗ те тинех Павел еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Темӗнле сӑлтава пула ӑнлантарас килмест пулсан, тем чул тархасласан та ӑнлантармасть вара. Лутра лаша, тапӑртатса ташланӑ пек, вырӑнтанах юртӑпа тапранса кайрӗ, анчах хапхаран тухнӑ чухне сасартӑк такӑлт такӑнчӗ, чӗркуҫҫипе ҫӗре перӗнсе илчӗ, кӗҫех ӳкмерӗ, унтан, аран-аран тӳрленкелесе, йӑпӑр-япӑрах ура ҫине сиксе тӑчӗ. Хуть мӗнле пулсан та, вӗсем пирӗн ҫине тапӑниччен, паллах, темиҫе сехет иртет, ку вӑхӑтпа усӑ курса юлмаллах. — Эсир, аннемӗр, Павел ҫинчен ыйтӑр, юла юпма кирлӗ мар! Урипе тапса алӑка уҫрӗ те, ӑна хупмасӑрах, алкумне тӑрса, кулса ҫапла каларӗ: — Турӑ пулӑштӑр! — Арестленӗ Весовщикова илсе кӗрӗр! Ҫавӑнтах пичӗ патне темӗнле хут тытса вулама пуҫларӗ. Ҫынсем хӑйпе сӑмах хушсан, вӑл хирӗҫ нимӗн те чӗнместчӗ. Хаяр куҫӗпе пӑхса ҫеҫ илетчӗ те, сӑмсипе тӗтре ӑшӗнчи карап сирени евӗрлӗ шӑхӑрса яратчӗ. Часах эпир те тата пирӗн пата кӗрекенсем те ӑна хӑйне канлӗн хӑварма вӗренсе ҫитрӗмӗр. Лиденброк пичче темӗн чухлӗ геологсен шухӑшӗпе килӗшсе, ҫав ученӑя хирӗҫ тавлашнӑ; ҫапла Эли де-Бомон хӑй шухӑшлакан теори енче пӗр пӗчченех тенӗ пек тӑрса юлнӑ. Йывӑр пулать мана вилме… — Эпӗ тухса килӗп-ха. Тул ҫутӑлсан пӑхатӑп — кая юлнӑ икӗ пысӑк урапа ҫине пирӗн хамӑрӑн, ҫутҫанталӑк панӑ утта тиеҫҫӗ, йӗри-тавра вара — тап-тасах, пӗр купа курӑнмасть! — Мӗн ҫинчен-ха вӑл? Манран вӑл нимӗн те пӗлес ҫук… — терӗ. Тӗтӗмпе хуралса ларнӑ хура тенкелсене стена тӑрӑх лартнӑ, лӗр кӗтессинче — турӑш, тӗтӗмпе тӗксӗмленнӗ турӑш хӑми ҫинчен аран-аран кӑна такамӑн сӑнне курма пулать. — Йывӑр ӑна, — терӗ амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе. — Ҫилӗ лайӑх, анчах алла шӑмӑ таранах ҫӗмӗрсе пӑрахрӑм. Ку журнала хам валли кӑна ҫыратӑп-ҫке-ха эпӗ, апла пулсан, кунта мӗн-мӗн ҫырса хӑварни йӑлтах, пурте ӳлӗм маншӑн хаклӑран та хаклӑ аса илӳсем пулӗҫ. Эпир Мускавпа ҫыхӑнса тӑратпӑр, халӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра тӑракан генералсемпе, фабрикӑсенче тата заводсенче ӗҫлекен инженерсемпе, унтан та ытларах та — чикӗ леш енчисемпе те ҫыхӑну тытатпӑр. Ҫаврӑннӑ май кӑшт тайӑлса, хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлнӑ чух аялтан та, умӗнчен те ӑна хӗвел пайӑркисем ҫутатса илеҫҫӗ, Давыдова вара ӑмӑрт кайӑк ҫуначӗсен айӗнчен, пӗр ҫуталса, пӗр сӳнсе, шурӑ хӗлхем тӑкӑннӑн туйӑнать. …Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫен хир. Эсир тӗрӗс калатӑр! — терӗ вӗсем патне ҫурункӑ майлӑ пырса тӑнӑ халӑх ушкӑнӗ, ҫак сӗнӗве мӗнле йышӑнассине хытӑ астуса пӑхса. Асран кайнӑ пек вӗҫрӗм ун патне, халех ӑна «Правдӑра» мӗн ҫинчен калаҫнине каласа кӑтартас тесе шухӑшларӑм. — Йӑлтах ют ҫынсене парса пӗтерем! Алӑк хӑлӑпне тытсан, Нагульнов Давыдов енне ҫаврӑнчӗ, анчах хӑй ун ҫине мар, таҫта айккинелле пӑхрӗ, калаҫма пуҫласан вара ун сасси хӑйӑлтатса тухакан пулчӗ. Шпион пур пек туйӑнсан, Людмила патне ан кӗрӗр. — Килӗшетӗп. Сентябрӗн 10-мӗшӗнче яхта З1°15' минутлӑ долгота урлӑ 5°37 минутлӑ широта каҫса кайнӑ тӗле ҫитрӗ. Тата тепӗр хут пӳрт тӑрринелле пӑхса илтӗм, анчах хӗр курӑнмарӗ. — Халлӗхе ҫук та, эпир ӑна тупатпӑр, хаклӑ тусӑм. Эрнекун унӑн вырсарни валли фельетон ҫырмалла пулнӑ. Карап ҫапӑннӑ хыҫҫӑн иртнӗ вунӑ кун хушшинче Динго пӗрле инкеке лекнӗ юлташӗсенчен пӑрӑнарах ҫӳренӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл мӗнпе тӑранса пурӑнни паллӑ мар, анчах вӑл та, ҫынсем пекех, шывсӑр касӑхнӑ. Мӗнлескер ҫав ҫын, мӗншӗн эсир ӑна мана кӑтартасшӑнах тӑрӑшатӑр? Ҫак кун Артурӑн кунӗпех уткаласа ҫӳресси килчӗ. — Малалла калӑр, мистер Стумп, — тет судья. Йынӑшу чарӑнса ларчӗ, пӳрне ыратни те пӗр тапхӑртах иртсе кайрӗ. Эпӗ ӗнер хурӑн аллейинче кӑмпа тупнине аса илтӗм, аса илтем ӑна камӑн татасси пирки Любочкӑпа Катенька тавлашса кайнине, аса илтӗм вӗсем пирӗнпе сывпуллашнӑ чух епле йӗрсе юлнине те. Ӑнланма кирлӗ, Олеша! Чаршав витӗр вӑл уйӑх ҫутипе ҫутӑлса тӑракан пӳлӗмне тата стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан портрета курчӗ. Ҫӗр ҫывӑхӗнче вӑл тепӗр хут XXXIX ӗмӗрте кӑна пулать. Ывӑна пӗлмесӗр йӗр йӗрлекен Зеб часах каялла, хӑй кӗсрине кӑкарса хунӑ ҫӗре тавӑрӑннӑ. Эсир илтетӗр-и: ман ачасем ҫунаҫҫӗ тесе кӑшкӑратӑп эпӗ! — Ия… астӑватӑп. Пӳлӗмре тутӑх, ҫуллӑ сӑрӑ, нӳрӗк шӑрши кӗрет. Ҫак икӗ хӑватлӑ халӑх чурасемпе сутӑ тума чарасси ҫинчен килӗшӳ тунӑ, ӑна Ҫӗр кун вӑхӑтӗнче Наполеон ҫирӗплетнӗ. Калама пуҫличчен ҫак улпут виҫӗ хут: Ленгро дегиль сан! тесе кӑшкӑрчӗ. Мужиксем, вӑр-вар хускалса, бортсем тӑрӑх воротсем патне ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тачӑланса тӑнӑ, вӗсен сасси сасартӑках йӑмнӑ. Эпӗ капла та сан патӑнта мӗн вӑхӑт пулнине пӗлместӗп. Тарас кашнинче: «Ку сире, тӑшман ляхӗсем, Остапа асӑннӑ ятпа!» тесе ҫеҫ хурать. Вӗсен мана ҫак историне, чӑн малтан тытӑнса вӗҫне ҫитичченех, утравӑн географиллӗ вырӑнӗсӗр пуҫне, нихӑшне пытармасӑр пӗтӗмпех калаттарас килет. — Мӗнле айӑп пур вара манӑн? Вырӑнти хаҫатра вӗсен биографийӗсене пичетлесе кӑларчӗҫ. Нихҫан та ун ҫинчен илтменччӗ. — Мана Тельмарш тесе чӗнеҫҫӗ, сӗтӗрӗнчӗк тесе те ят панӑ. Ак ӗнтӗ чӑлан пӑхмашкӑн та черет ҫитрӗ. Вӑт, эс вара тепӗр ирхине унта ҫитме ӗлкӗр те пӑх: ӑҫта хуҫса ҫӗмӗрнӗ, ҫавӑнта аркатакан курӑк выртать. Пурӗ те ҫакӑ!.. Юргин тӑрӑшсах котелок тӗпӗнчи ҫунӑка тӑпрапа сӑтӑрса тасатать. Ман сана Плутонпа килӗштермелле мар-и, тен? Ҫав алӑн пӳрнисем час-часах сиккелесе илеҫҫӗ, суран ҫӗвви тӗлӗнче алӑ тымарӗ тапни лайӑх палӑрать. Вуласа пӗтерсен, Мигунов подполковник куҫлӑхне хыврӗ те ӑна йӗнни ӑшне пытарчӗ. — Вӑл ссылкӑра пулчӗ. Оленин унпа ыттисем умӗнче те шӳт туса калаҫма хӑрарӗ. Мана эсир хӑвӑр тытӑннӑ йывӑр ӗҫ ҫинчен каласа пӗтермен пек туйӑнать, эпӗ сире, хӑвӑра пурнӑҫ ҫинчен мар, вилӗм ҫинче кӗрешме тивесси ҫинчен асӑрхаттарма тивӗҫлӗ, — терӗ вӑл. Эпӗ Анпадистпа Шепиловкӑри хресченсем ҫинчен, Пеночкин господин ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм. Шӑпах пулнӑ. Чавсанайра лараканнисем чӗнменни тарӑхтарать ӑна. Макӑрса ярасран хама хам хытартӑм… Шыв айӗнчен йывӑҫ тӑррисем пӑха-пӑха юлнӑ, хӑш тӗлте вӗсем, шыв айне пулнӑскерсем, хӑйсене уйрӑм утрав пек лаппи-лаппипе хумсем хушшинче ларнӑ. Тахҫан шуррисем патӗнче пулсаттӑм, ҫавӑнта туянтӑм эпӗ ҫав палла. Паллах ӗнтӗ: вӑл районтан таврӑннӑ та кӗлетсем умӗнче тырра тустарнине курнӑ, ну, хирӗҫле сӑмах каланӑ, унӑн вӗри чӗри чӑтса тӑрайманах, ну, вӗлерсе пӑрахнӑ хайхискере. — Анне вӗт ку! Хӑшпӗр чухне ҫеҫ ҫак шӑплӑхра йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе каять, е тата тӗлӗрекен урамсем тӑрӑх ҫаплах-ха хӑйӗн пӳртне шыраса ҫӳрекен ӳсӗр Каленик сасси илтӗнкелет. — Каллех унта… лешсемпе ларать пулӗ-ха? Мана ҫапрӗҫ те, эпӗ кӑшт кӑна ураран ӳкмерӗм, хам ҫапах та такама чукмарпа пуҫӗнчен ҫапрӑм, унтан — теприне ҫапрӑм, виҫҫӗмӗшӗ тарчӗ. Николай ним чӗнмесӗр йӑл кулчӗ. Романсем IV-мӗш Генриха хӑй халӑхне ҫывӑх тӑракан, ырӑ ҫын пек ӳкерсе кӑтартатчӗҫ; хӗвел пек ҫутӑскер, вӑл мана ҫапла вӗрентсе ӗнентеретчӗ: Франци вӑл — пӗтӗм ҫӗр ҫинчи пит аван ҫӗршыва, король мантине е хресчен тумтирне тӑхӑнса ҫӳресен те, пӗр пекех благородни пулакан рыцарсен ҫӗршывӗ; Эпӗ ҫавӑн пек калавсем нумай илтнӗччӗ, йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ вӗсем мана, анчах вӗсенче пӗр кӑмӑла каймалла ен пурччӗ: хӑйсен пирвайхи «юрату» ҫинчен ҫынсем пурте тенӗ пекех мухтанмасӑр, ирсӗрле мар, час-часах ҫав тери йӑвашшӑн та хуйхӑллӑн каласа кӑтартатчӗҫ, эпӗ вара ӑнланса илеттӗм: ҫавӑ вӑл каласа кӑтартаканӑн пурӑнӑҫӗнче чи лайӑххи пулнӑ. Ӗнтӗ халиччен те икӗ хут юсанӑ аялти кӗпипе трусине сапласа пӗтерсен, вӑл йӗппине стенана ҫыпӑҫтарнӑ хут ҫине тирчӗ, ҫутта вӗрсе сӳнтерчӗ те, утиялпа витӗнсе, арча ҫине выртрӗ. Шутласамӑр: эхер те эсир хӑвӑр хӑраманнине ҫирӗп пӗлетӗр пулсассӑн, — эхер те пач ҫирӗп пӗлетӗр пулсан, — апла-тӑк хӑюллӑнах тытасси те каялла тӑвасси темиҫе хут та ҫӑмӑлтарах вӗт-ха. Мӗнле телейлӗ ҫын тытнӑ-ха ҫавна? «Ҫирӗм ҫиччӗ — манӑн ӑрӑмлӑ число, — шухӑшларӑм эпӗ темиҫе минутран, — ҫирӑм ҫиччӗччен сӑватӑп та, ун чух!..» Унӑн шурӑ пит ҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ, анчах вӑл вӑтанса хӗрелни пулмарӗ, — унӑн пичӗ хаваслӑхпа ҫунса тӑрать. Онбаши вӑтӑр пилӗк ҫулсене ҫитнӗ, шыҫӑхса саралнӑ питлӗ, пысӑк ҫамки мӗкӗрӗлсе тухнӑ пек, чакӑр куҫӗ ытла ӳркенсе пӑхать. Тул ҫутӑласпа вӑл хуньашшӗне вӑратнӑ. Часах пур ҫӗре те саланса икӗ ҫарне те йӗри-тавраллах хупланӑ тӗтӗм витӗр нимӗн те курӑнми пулчӗ, ретсенче ҫын хыҫҫӑн ҫын ӳкни ӗнтӗ курӑнмасть; анчах туяҫҫӗ ляхсем: пульӑсем йышлӑн вӗреҫҫӗ, ӗҫ хӗрӳленнӗҫемӗн хӗрӳленсе пырать; тӗтӗмрен тухса йӗри-тавра пӑхса илес тесе каялла чакрӗҫ те вӗсем, хӑйсен речӗсенче нумайӗшӗсем ҫуккине курчӗҫ. Мӗн сӑлтавпа эпӗ хама хам тем-тем каласа пӗтеретӗп-ха? Статьине ҫыраканӗ «И. Крылов», тесе ал пуснӑ. Ҫав статьяна редакци ҫавӑн пек аслӑ ҫын хушамачӗпе алӑ пусма епле именсе тӑман. Том лӑп ҫав вӑхӑтра кравать айнелле чӑмрӗ. Турӑ санпа пултӑр! Тӳррипех ҫакна калам: мӗнле лайӑх эсир! халь те акӑ ҫав тери хитрен курӑнса тӑратӑр… — Кам суйнӑ-ши апла? Кольхаун хӑйӗн лашипе ун хыҫҫӑн кайнӑ. Хурчӑканни евӗр авӑнчӑк сӑмси ҫине кӗмӗл тыттарнӑ йывӑр куҫлӑх лартса, вӑл малтан итлекенсем ҫине — пурте хӑйсен вырӑнӗнче-и? тесе, — тинкерсе пӑхса илнӗ. Акӑ Географически обществӑран килнӗ ҫыру та — ӑна вӑлах ҫырнӑ пирки нимӗн иккӗленӳ те ҫук. Апла пулсан, ҫакӑн пек калаҫса татӑлатпӑр: эрехне эпӗ станицӑран илсе килетӗп — вунӑ литртан ытла мар. Пиҫиххисене салтса ятӑм — ҫав кунхи пӗтӗм ӗҫӗм ҫавӑ кӑна пулчӗ пуль, ҫав кунхи кӑна та мар, ҫав эрнери, ҫав уйӑхри, ҫак тӑватӑ уйӑх хушшинчи пӗтӗм ӗҫӗм… — Атте ачаранпах хӑрама пӑрахтарчӗ. Пӗрре эпир упа амине хускатса кӑларнӑччӗ… Ҫак йӗрсем тӑрӑх пӑхсан, вӗсем кунта чарӑнса тӑнӑ теме пулать. Анчах унтан вара йӗрсем ӑҫталла кайнине эпӗ курмастӑп. Вӑл кашӑк тахҫанах сан кӗсйӳнте выртнӑ ӗнтӗ; ытти япаласем те кӗсйӳнтех пулӗ-ха. Малтанах вӗсене ют ҫын пулнӑ пирки ҫеҫ асӑрхаҫҫӗ, унтан вӗсем хӑйсем халиччен ӗҫлесе пурӑннӑ вырӑнсем ҫинчен каласа панипе ҫиелтен кӑсӑклантараҫҫӗ, кайран вӗсен ҫӗнӗлехӗ пӗтсе пырать, вӗсене хӑнӑхаҫҫӗ те, вӗсем ытти рабочисем хушшинче палӑрми пулаҫҫӗ. Ҫӑварне уҫман пулсан та, вӑл ҫав териех сӳпӗлтетме юратни тата акӑш-макӑш арпашса ҫӳрекен ҫын пулни таҫтанах курӑнса тӑрать. Ҫил хыҫалтан вӗре пуҫланӑ, ӑшӑрах пулса кайнӑ. Кам хӑйӗн вӑйне усӑсӑр пӗтерет, эпир ӑна хытӑ ятлатпӑр, ҫапла! Хӗвеланӑҫри ту хысакӗ тӑрӑх капланнӑ хура пӗлӗт хыҫне пытаннӑччӗ; ту хушшинче тӗттӗм пулчӗ, чӗрӗ сулхӑн ҫапрӗ. — Темӗн, — терӗ Джон Мангльс. Амӑшӗн унран вӑл камне, ӑҫтисем иккенне, Павела хӑҫантанпа палланине ыйтса пӗлес килчӗ, анчах та арҫын сасартӑк пӗтем кӗлеткипе хускалса илчӗ те амӑшӗнчен хӑй ыйтрӗ: — Сирӗн ҫамкӑра кам ҫапса шӑтарнӑ вара, ненько? Ну, вырӑс учёнӑйӗсене эсир ҫав териех кӑмӑл тумастӑр пулмалла? Капитан «52» цифр айне «40» ҫырса хучӗ. Мон-Доль ҫине вырнаҫтарнӑ тупӑсенчен персе ҫывӑхри ялсене аркатса тӑкма, десант анмалли ҫыран хӗррине тӑшмантан тасатма пулать. Тӗнчере сирӗн пек пысӑк ҫынсем пурӑнакан ытти королевствӑсемпе патшалӑхсем пур тетӗр-ха эсир. Ҫапах та пирӗн философсем ку сӑмахсем тӗлӗшпе пит иккӗленеҫҫӗ. Вӗсем эсир уйӑх ҫинчен е пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ҫинчен ӳкнӗ пулӗ тесе шутлама хатӗртерех. Нимӗн иккӗленмелли те ҫук: сирӗн пек пысӑк ҫынсем ҫӗр ҫын пулсан, кӗске вӑхӑтрах вӗсем пирӗн аслӑ патшан ҫӗршывӗнчи мӗнпур ҫимӗҫсемпе выльӑх-чӗрлӗхсене ҫисе пӗтерме пултараҫҫӗ вӗт. Кунсӑр пуҫне пирӗн летопиҫсем пур. Вӗсенче ултӑ пин уйӑх хушшинче мӗн пулнисене пурне те ҫырса хунӑ, анчах унта икӗ аслӑ империрен – Лилипутипе Блефускуран пуҫне ытти мӗнле те пулин государствӑсем пурри ҫинчен пӗрре те асӑнман. — Пӗтӗмпех сирӗн! Вӑл самолётсем аялалла ярӑнса аннине, вӗсем ҫумӗнчен бомбӑсем татӑла-татӑла ӳкнине сӑнаса пӑхса ларчӗ. Тепӗр чухне ҫывӑрмастӑп, сан ҫинчен шутлатӑп та, эх, хӗрхенетӗп. Пиҫиххи хушшинче икӗ пистолет, кинжал тата четки курӑнса тӑрать. Сӑнӗ унӑн ҫапах та ырӑ кӑмӑллӑ. Вӗреннӗ ҫынсем… тепӗр тесен — вӗсене тиркеме хӑяймастӑп, пирӗн вӗреннӗ ҫынсем сахал. «Зона» е «хула пайӗ» тенисен — ячӗсем кӑна, тӳрех калас пулать — ҫӗр тӑрӑхӗ. Вӑл хӑйӗн хӗрне пӗр уйӑх та пулин Мускава килсе кайма чӗнет, хӑй пӗччен пулнине, Николай Артемьевича ӳпкелешет, Инсарова салам ярать, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, унран арӑмне Мускава яма ыйтать. Вӑл пит лайӑх ҫакма пултарать! Вӑл пайне Гоголь хӑех ҫунтарса янӑ иккен. Анчах та эпӗ хирӗҫлерӗм, ара, Гоголь хӑех ҫунтарса янӑ пулсан, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар. Помещик ырӑ ҫын пулма пултараймасть те тата. Ҫак самантра эпӗ Петькӑна куртӑм. Петька пысӑк перемена вӑхӑтӗнчех пирӗн шкулта пулни маншӑн кӗтмен япала. — Петя, мӗн ӗҫлесе ҫӳрен эсӗ? Тата темиҫе минутран пӳрт алӑкӗнчен Ерошка мучин кӳлепи курӑнса кайрӗ. Вара тин Оленин ҫак ҫыннӑн сарлака шап-шур сухалӑн хӗрлӗрех хӑмӑр тӗслӗ питне пӗтӗмпех ват ҫынсенни пек пӗркеленчӗксемпе, тарӑн йӗрсемпе, ӗҫ йӗрӗ-паллисемпе сухаласа, чаваласа пӗтернӗ пулин те, вӑл хӑй мӗн тери пысӑк та тӗреклӗ шӑмшаклӑ, мӗн тери вӑйлӑ пулнине асӑрхарӗ. Эпӗ ӑна Мельбурна ҫитме чармарӑм. Июнӗн 27-мӗш кунӗнче ирхине, утлӑ стройпах Случ шывӗ урлӑ каҫса, будённовецсем Новгород-Волынские ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ, поляксене Корец ятлӑ местечка еннелле хӑваласа яраҫҫӗ. Эсӗ пӗлетӗн: кайӑксем хӑйсем валли ама юлташа хӑйсен йӑхӗнчен шыраҫҫӗ. Ку вӗсемшӗн вӑхӑта тӑсни пулчӗ. Хӳтӗленекенсем хӑйсен вӑйне шута илме тытӑнчӗҫ. — Пулмаллах ӗнтӗ! Ман ҫав самантра кукамай кресли хыҫӗнчен тухма мар, ун ӑшнех кӗрсе пытанас килчӗ, ҫапах килӗшмессе епле пултарӑн-ха? — эпӗ тӑтӑм, «rose» терӗм те Соня ҫине хӑюсӑррӑн пӑхрӑм. Кашни кунах, уҫӑлма тухса кайнӑ хыҫҫӑн таврӑнсан, вӑл пирӗн ҫул ҫинчен мӗнле те пулин моряксем иртсе кайни-кайманни ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ. Паллах ӗнтӗ, Кораблев эпир пынӑ кунхинех ҫитрӗ, чипер тумланнӑ хӑй, мӑйӑхне картинка ҫинчи пек пӗтӗрсе янӑ, шалпар кӑна тӗрӗллӗ шурӑ кӗпи ӑна питӗ килӗшет иккен те вырӑссен пӗр-пӗр аслӑ художник сӑнарне кӗртет — анчах кам сӑнарӗ иккенне Катьӑпа эпир ниҫта кайса хураймастпӑр. Ответ тытма тиветех, факт! Совет влаҫӗ сире куншӑн каҫарас ҫук! — Санӑн совет влаҫна халӗ арестлесе лартнӑ, вӑл пирӗн алара ларать! Арҫын чарӑнчӗ, шухӑшласа тӑчӗ, унтан:— Халь эсир унпа, чӑматанпа, мӗн тӑватӑр ӗнтӗ? — тесе ыйтрӗ. — Ҫапла, улшӑнтӑр, — терӗм эпӗ ҫурма сасӑпа. Алексей каялла ҫаврӑнса пӑкнӑ. Акӑ ӑна эп пӗрер эрне сӑнакалатӑп та, тӳрех штурвал патне тӑратӑп… Эпӗ ӑна сирӗн сывлӑхӑр ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑм. Тӗлӗнсе хытса кайнӑ Женя ҫырӑва ерипен кӗсйине чикрӗ. — Турӑ ячӗпе калатӑп! Юрату аслатийӗ юнашар иртсе ҫухалать-и? Темле тӗлӗнмелле типсем курӑнса ҫӳреме пуҫларӗҫ тата каллех Линч сучӗ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Ҫук, ӳкмелле те чечекленмелле, тӳсмелле мар тертленӳ патне вӑранмалла: пурӑнма; касӑху патне — юратма, пӗрлешме, манӑҫӑнма, пӗчченҫӗ вӑрӑ пулмашкӑн чарӑнма. Ку мана ҫав тери хӑрушлӑха тӑратса хӑварать: манӑн челнок кашни секундрах ӳпӗнме пултарать. — Эпӗ унӑн сассине илтрӗм!.. Чим-ха, манран мала иртмерӗҫ-ши? Казак хӗрӗ Наталья ятлӑ пулнӑ. Ку икҫӗр ҫул каярах, 1761 ҫулта, пулнӑ. Андрей палӑрмаллах пӑлханать, унӑн ҫамки ҫинчи суран ҫӗвекӗ тӗксӗммӗн хӗрелсе пырать. Каҫӗ питӗ тӗттӗм, куҫран чиксен те кураймӑн. Йӗри-тавра, тӗттӗмлӗхре, алмаз пек ҫуталакан касӑксен уйӗ сарӑлса выртать. Икӗ ҫивӗчлӗ пысӑк хӗҫӗсемпе, вӑрӑм сӑнӑсемпе тупӑксем алтрӗҫ, ҫӗлӗксемпе, тумтир аркипе тӑпра йӑтрӗҫ, козаксен ӳчӗсене тирпейлесе хучӗҫ те, вӗсен куҫӗсене ҫӑхансемпе ҫӑткӑн ӑмӑрткайӑксем сӑхса пӗтӗрмелле ан пултӑр тесе, чӗрӗ тӑпрапа витрӗҫ. — Хӗр ача чухнех эпӗ тӗлӗнмелле тӗлӗксем кураттӑм. «Пӗлетӗп сана, суккӑр шуйттан! — кӑшкӑрма тытӑнчӗ хӗрпултӑр. Халь вӑл голована хӑтӑрма пуҫларӗ. Лешӗ, хӑйӗн хӗрпултӑрне хӑрах куҫӗпе тинкерсе пӑхса, кӑштах каялла чакрӗ. Техникума илмелли тӗрӗслӳсем пуҫланиччен сана преподавательсем вӗрентеҫҫӗ, кӗркунне тӗлне вара эсӗ пӗтӗмпех туптанса ҫитетӗн, факт! Унтан вӑл, каснӑ пӳрнине сӑмса тутрипе чӗркерӗ те, мана мухтаса илчӗ: — Эсир ҫӗрулми шуратма лайӑх пӗлетӗр. — Мӗншӗн тесен ку йӗппи тухатланӑскер, телейлӗскер пулмалла, — тенӗ аслашшӗ. — Свят, свят, свят, — хӑйӑлтатрӗ Емельян. Вӑл чӳречерен тинӗс пӑхнине тата хӑйне хӗвел ачашланине тӳрех ӑнланса илеймерӗ, анчах ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн, сиксе тӑчӗ те хӑвӑрт тумланчӗ. Вӑл бизон тирӗпе витнӗ хытӑ чупакан пӗчӗк лаша ҫине утланса кайнӑ. Старик хӑй те ҫавӑн пек тирпех витӗннӗ. — Каласса вӑл лайӑх каларӗ, анчах сӑнӗ ытла та хӑрушла унӑн, — терӗ Комков, хӑй каяс еннелле ҫул тытакан урапасем курӑнмӗҫ-ши тесе, Цимбал хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса. — Сиртен те сулахайра. — Сан куласси ҫеҫ, Семен! — Каях, кай! Луччӗ хӑмӑн чӗлхене касса ывӑтӑп! Упӑшкисемпе кӑшкӑрашса ятлаҫкаласа арӑмӗсем мала тухрӗҫ. Пӗр шухӑш канӑҫ памасть мана: эпӗ ӑна маларах ӑнланса илнӗ пулсан, ӗҫе пӗлсе тытӑннӑ пулӑттӑм… Эй, мӗн сӑмахламалли пур унта! Ну, мӗскер ҫак эсӗ, Хлебников, малалла!.. — тесе хурать хыттӑн та сӳрӗккӗн. Джемма та пӑхрӗ ун ҫине — кӑштах ҫӳлтен аялалла. Ытти самолёчӗсем пурте карталанса, умлӑ-хыҫлӑн пыма пуҫласанах, вӑл хӑйӗн вилӗм кӳрекен грузне пӑрахрӗ: инҫетре, вӑрман хыҫӗнче, темскер тӗпсӗр шӑтӑкалла кӗмсӗртеттерсе аннӑ пек туйӑнчӗ, унтан татах та татах, тавралла вара янӑравлӑ кӗрхи сасӑ кӗр-кӗр янӑраса, кайрӗ. Тавӑрӑр кӗсйӗрсене! Унӑн виҫӗ мачтӑллӑ кӑшкарӗн ӗлки Карфаген галерине аса илтерет. Унӑн аякӗсенчен шӗвӗр, пиҫӗ виҫӗ мӑшӑр ҫунат кӑнтарӑннӑ. Июнь пуҫламӑшӗнче час-часах ҫуллахи пек мар лӑпкӑ, кӗркуннехи евӗр тӳлек, аслатисӗр, ҫилсӗр ҫумӑрсем ҫурӗҫ. Телейсӗр ҫынсене хулара пурӑнма ҫӑмӑлрах. Темиҫе кун хушши вӑл ҫак ӗҫпе кӑна пурӑнчӗ. — Кунта ним каламалли те ҫук. Пӑрӑнӑҫ тӑватӑ румба ҫитрӗ, тепӗр май каласан, тӳрӗ кӗтесӗн ҫуррипе танлашрӗ. Пӗчӗк чухнехи пекех-ха вӑл калаҫма юратать, кам та пулсан хӑйне тарӑхтарсан е мӗнле те пулин кӑмӑла каякан ӗҫ тупсан-тусан вара вӑл ҫав тери хӑвӑрт калаҫма пуҫлать, эпӗ ун пек чухне мӗн каланине те ӑнланмасӑрах юлатӑп. — Эпӗ пӗлместӗп ҫав, — терӗ Константин. Хапха умӗнче тӑракан Рада чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе юлчӗ. Вӑл ал тупанне ҫамки ҫине хучӗ, тарӑннӑн сывласа кӑларчӗ те — хумханӑвне пусарчӗ, унтан, Лось еннелле ҫаврӑнса, ӑна куҫӗсенчен халӗ сивӗсӗр, тӗксӗмленнӗ пӳрнеллӗ куҫӗсемпе тинкерчӗ: — Аиу, — терӗ вӑл, — аиу утара шохо, дациа тума ра гео талцетл. Лашана салтсан, эпӗ килелле уттарса кайрӑм. — Пӗррехинче Исай табельщик сирӗн ҫинчен шӑпах ҫавӑн пек каларӗ! — аса илчӗ амӑшӗ. Хӑшӗ сана ытларах кӑмӑла каять, ҫавна суйласа ил. Тӑрук вӑл хӑйпе юнашарах бомба ҫепӗҫҫӗн шӑхӑрнине илтрӗ; ӑна ун чух ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Райком рекомендацине мӗншӗн Григорьев алӑ пуснӑ, кам вӑл, тӑван-и е пӗр хушаматлӑ ҫын ҫеҫ-и? — Ку вӑл алӑ! Тин ҫеҫ пуҫланса каякан колони пулнӑ. Король лӑпланчӗ. Вара герцог хӑйӗн кӗнекине илчӗ те рольсене питӗ уҫӑ сасӑпа янратса вулама тытӑнчӗ; мӗнле вылямаллине сулӑ ҫинче сиккелесе кӑтартрӗ; унтан кӗнекине короле тыттарса роле пӑхмасӑр калама вӗренме хушрӗ. Унӑн ҫамки ҫинче, пиҫсе хӑмпӑланнӑ евӗр, кивӗ сурансем палӑраҫҫӗ; куҫӗсем вырӑнӗнче тарӑн путӑксем кӑна. Санӑн вӗсем ялсенче сулахаялла, коммунӑна сӗтӗреҫҫӗ — вӗсене колхозра тӑвӑртарах. «Килӗмӗр» те курӑнатчӗ вара — тӗлӗнмелле каскаланса пӗтнӗ сӑрт-тулӑ кӑвак пӑр, вӑл ҫурмаран катӑлнӑ пек курӑнать, унта пынӑ чух эпир хамӑра юрлӑ тӗпсӗр шӑтӑка шуса аннӑ пек туяттӑмӑр. Тахҫанах юрататӑп, вӑйлӑ юрататӑп. Эпӗ чухласа илтӗм: халь ӗнтӗ эпӗ хайхи тӗлӗнсе хытса каймалли япалана куратӑп. — Ах, епле эпӗ савӑнаҫлӑ пулатӑп! — тенӗ Синопа. — Эпӗ те ҫавнах калатӑп: пытанма сӑлтавӗ ҫук. Пӑхӑр-ха эсир, ырӑ ҫынсем, пӗр ир хушшинче карчӑксемпе те, хӗрарӑмсемпе те, председательпе те, Гордеичпа та — кӑвак сухалпа — вӑрҫма ӗлкӗртӗм. Вӗсем чул сарнӑ тӑвӑр уҫлӑх тӑрӑх хутлашнӑ, пӗр енче ҫӳллӗ ҫуртсем ларнӑ, тепӗр енче — ҫырманалла чӑнкӑ шырлан аннӑ; вӗресе тӑракан хӗвӗшӳ Фомана ҫапла туйӑннӑ: ҫак пылчӑкри, хӗсӗкри, шавлӑхри ӗҫрен ҫынсем таҫта тарасшӑн пек тӑрмашнӑ, пӑрахса тариччен — пӗтермен ӗҫӗсене пӗтерсе, чарса тӑраканнине ҫырлахтарса хӑварасшӑн пек васканӑ. Ун сӑмахӗсем чӳрече кантӑкне пырса ҫапӑнчӗҫ, анчах мӗн калани илтӗнмерӗ. Неаполитанири «хӗрлӗ кӗпеллисен» тӗлӗнмелле ҫул-пуҫӗн юмахри пек вӗҫе-хӗррисӗр нумай чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен ҫырнӑ кӑмӑллӑ романа вулама пуҫларӗ. Анчах Жигалов пеме ыйтни те, Андрей пеме тытӑнни те ӑна хытах тӗлӗнтерчӗ, ҫавӑнпа вӑл, хӑй сисмесӗрех, тарас шухӑшне манса кайрӗ. Халь пурте йӗркеллех-ха. Эсир пӗр пек хӗҫпӑшалланнӑ. Алӑкран тӑнлавӗсем ҫӑра ҫӳҫпе хупланнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пуҫ тухрӗ. Панталеоне аптраса ӳкрӗ. Акӑ, туртӑр та ҫурӑр! Пӗр кӗрхи каҫран пуҫласа Коля Лисицын, халиччен хӑйсем туса тӑнӑ хӗҫпӑшала алла тытса, тӑвӑл ӑшне кӗрсе кайнӑ. Революципе парти ӑна пӗр пушартан тепӗр пушара кӗрте-кӗрте янӑ. Тулӑри хӗҫпӑшал мастерӗ хӑйӗн чаплӑ ҫулне красноармеецран пуҫласа паттӑр командира тата полк комиссарне ҫитиччен утса тухнӑ. Чун-чӗрен хӗрӳ туйӑмӗ те ҫавах, вӑл шухӑш пуҫланса аталаннине пӗлтерет: вӗсем ҫамрӑк чӗре хӑнисем, кам та пулин, вӗсене пула, ӗмӗр тӑршшӗпех вӗчӗрхенсе пурӑнма шухӑшлать пулсан, ҫавӑ вара айван ӑслӑ этем; лӑпкӑ юхан шывсем нумайӑшӗ кӗрленкӗрен пуҫланса каяҫҫӗ, анчах мӗн тинӗсе ҫитичченех вӗсенчен пӗри те кӗрлесе те кӑпӑкланса юхмасть. Эпе юри тунине юлташсем те сиснӗ пек туйӑнать, вӗсем хӑйсем пӗлекен вырӑнсене манран ыйтмасӑрах сиктере-сиктере хӑварнине. Эпӗ час-часах асӑрхатӑп. Вӗсем ҫиленсе тухса кайсан, хуҫа мана сиввӗн каларӗ: — Куратӑн-и, шуйттан, сан пирки мӗнле шав тухса карӗ? — Ах, турӑ, ҫӗрлеччен тухса каясчӗ хӑть! Амӑшӗпе стариксем ачана ҫӑлас юлашки шанӑҫне те ҫухатнӑ, анчах хӑйсем ҫинчен шутламасӑрах вӗсем лашасене хистесе пынӑ. Аран-аран утатпӑр, ӳсӗр ҫынсем пек сулкаланатпӑр, ура йӗрӗсем те чалӑш-тӗлӗш пулаҫҫӗ пирӗн амантнӑ тискер кайӑк йӗрӗ пек. Пысӑк компанире пулатӑн, ӳсӗр пулатӑн… Вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе кӗрешӳре пӗр мелрен теприн ҫине куҫса пынӑ. Конституцин 1-мӗш статйи мӗн ҫинчен калать? — Хосэ, эсӗ кунта-и? — тесе кӑшкӑрса янӑ Эль-Койот, унӑн сассинче тӗлӗнни тата савӑнса кайни палӑрнӑ. «Конспиративлӑ» ӗҫсене пуҫласа хутшӑнасси манӑн ҫавӑн пек пулчӗ. Вӗсем лайӑхах туслашнӑ пулӗ. Полюсри кун шӑпах 36 пин Уран талӑкӗ хушши тӑсӑлать. Анчах Ливингстон континентӑн ҫак пайне часах ҫитет тени тӗрӗсех-ши? Урисене вӑл шинельпе витсе янӑ, аттисем кӑвайт умӗнчи пӗчӗкҫеҫ патак ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ӑна кӗскен хам историне каласа патӑм. — Вӑл мана Арсен Гуссэ ҫырнӑ «Алӑ тулли роза, ылттӑн тата юн» Бэло, Поль-де-Кок. Анчах Воропаев каланӑ «сводка» сӑмах аудиторие пӑлхатса ячӗ. Каярахпа, Лось ҫак вӑхӑта аса илсен, вӑл ун умне сенкер ӗнтрӗкпе, тӗлӗнмелле канлӗхпе туха-туха тӑратчӗ, унта кӗретӗнех тӗлӗнтермӗш тӗлӗксем умлӑн-хыҫлӑн шӑва-шӑва иртетчӗҫ. Жозе-Антониу Алвиш чурисене шутламасан та, ку лаптӑкра тӑватӑ е пилӗк пин ҫын кӗпӗрленнӗ. — Салӑ хатӗр-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ унран Кирюха. — Кунтисем. — Унӑн — кам? Эпӗ икӗ ҫынна асӑнтӑм. Халӗ кӑшт мӗн те пулин сиксе тухсанах, тӳрех пирӗн ҫине калаҫҫӗ ӗнтӗ: выльӑх ӳксе вилме пуҫлать-и е камӑн та пулин хаттине вут хыпса илет, — пуриншӗн те эпир айӑплӑ пулатпӑр. Дворник тӑпӑртатни пӗрре сылтӑмра, тепре сулахайра илтӗнет, Сергейӗн пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ, ача пӗрре малалла, тепре каялла чупать, вӑл хапха патӗнчен темиҫе хут та чупса иртрӗ, каллех тӗттӗм те ансӑр тӑвӑр хушӑка кӗре-кӗре кайрӗ. Сыпӑклӑ чӗрчунсене тӗпчекен ҫын, урӑх никам та мар. Миллиард штук кӑранташа вӗҫе-вӗҫӗн хурса тухсан, ҫав кӑранташ тӑрӑхӗпе Ҫӗре тӑватӑ хут ытларах ҫавӑрса илме пулӗччӗ. Вӑл кравать хыҫнелле кукленчӗ те мана кӑлт тӗртрӗ. Эпӗ тухрӑм. Старик кантӑк патӗнчен уйрӑличчен арӑмӗ тӳрленсе тӑма та ӗлкӗрчӗ: кӑмӑллӑ, йӑл-йӑл кулкалать эпӗ унпа юнашар тӗк тӑратӑп, хам йӗп-йӗпе тарланӑ. Вӑрӑ-хурахсем мана чи аван та пӗрре те пекех тӑхӑнман тумтирсене тӑхӑнма, кӗпе-йӗмсем хурса чӗркенӗ пысӑках мар ҫыхӑна тата хӗҫпӑшалсенчен хамӑн пӗртен-пӗр кортика илме ирӗк пачӗҫ. Пӗлсех тӑр. Кала! Анчах килне таврӑнсан, унӑн сӑн-питӗнче хаваслӑх пулмарӗ; вӑл урах кулмарӗ ӗнтӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ мӗн ҫамрӑкранах наукӑсемпе искусствӑна вӗренсе пынипе, пурӑна киле, ҫапла вӗреннипе пуринчен те иртсе каяттӑм. Акӑ эсир хӑвӑра шантарса панӑ документа вӑл сире Архангельскине янӑ, терӗр-ха. «Каҫармалла-и? Вӑл куҫсем пӗрин ҫинчен теприн ҫине, пӑрлӑ пӑрасем пек мӗнпур ҫан-ҫурӑм витӗр тухса, хӑрушшӑн ҫуталнӑ. — Э-э, халь те йӗрсе пӗтермен-и-ха эс, йӗрмӗш! — терӗ Кузьмичов. Дека6рь уйӑхӗн варринче инструктор Наумов Алексее испытани тума палӑртрӗ. «Эсӗ ху кам-ха?» — ыйтатӑп унран. Ҫӗр айӗнче ҫавӑн пек пысӑк хӑвӑлсем мӗн пирки пулса тӑни ҫинчен геологи ӑслӑлӑхӗ мӗнле каласа ӑнлантарнине эпӗ пӗлмен. Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Пилар сӑмсахӗ хыҫа юлнӑранпа сакӑр кун иртнӗ хыҫҫӑн «Дункан» мӗнпур вӑйӗпе Талькагуано бухтинелле ыткӑнса пырать; Вӑл мана сирӗн ҫинчен каласа паратчӗ. — Ҫӑлкуҫӗсем, Марийка, пурте ӗмӗр пурӑнмаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн мӑнтӑркка, хӗрлӗ ҫӑм ӳссе ларнӑ аллисене савӑнаҫлӑн сӑтӑркаланӑ. — Ҫитет сана ыталашма. Илтетни, Варька? Полк командирӗн кабинечӗ пысӑк класра вырнаҫнӑ. Апат хушшинче пичче ырӑ та савӑнӑҫлӑ пулчӗ; шӳт те тукаларӗ, — вӗреннӗ ҫынсем шӳт туни яланах кӑмӑллӑ туйӑнать. Мӗнле йӗркесӗрлӗх! — Ҫук, апла мар! — сасартӑк хыттӑн каларӗ Алевтина Васильевна, яштах чӑсӑлса тӑрса. — Эпӗ куратӑп ӑна! — терӗ Степан, пуҫӗпе сулса, унтан ҫавӑнтах: — Вӑл багаж пирки пӑшӑрханать, — тесе хушса хучӗ. Огарновӑн ниепле те каялла чакма ҫук — калаҫӑвӗ хыттӑн пуҫланчӗ, вӑл хӑйне епле пулин те ҫемҫереххӗн ответлеттересшӗн ҫапла ыйтрӗ: — Мӗншӗн-ха ун пек? Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӑл мана мӗншӗн кӑларса ярасшӑн ҫуннине питӗ лайӑх ӑнланатӑп! Пӗтӗм пулни-иртни куҫӑм умне тухса тӑчӗ. Ҫӗрле юр ҫунӑ. Вӑл халӗ, лаша ури те, этем ури те тӗкӗнменскер, ҫемҫе, мамӑк пек кӑпӑш выртать. Унта тӗттӗм те пӑчӑ, анчах ӑшӑ пулнӑ. Эпӗ ҫакна калатӑп: ҫав пӗтӗм арестсенчен начальствӑна ырри пулмасть-ха, — эсӗ пӑх-ха, фабрикӑра мӗн пулса иртет? Эпӗ сана пилӗк пин таратӑп. — Анне, — тӗрӗ Гро-Ален та. Тимӗр канатсем темӗн пысӑкӑш сӗркӗчпе ҫапнӑ хӗлӗхсем пек ҫанлатса тӑраҫҫӗ; паруссем тупа кӗрӗслетнӗ пек шаплатаҫҫӗ, кас-кас ҫил капланса килсен, тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ темӗн пысӑкӑш валсем яхтӑна шыв айне тӑвасшӑн ун ҫине ӗрӗхтерсе килеҫҫӗ. Питӗ чаплӑ япала… Генерал учӗпе ман патӑма тӑпӑртаттарса пырать те: «Ӑҫта вӑл — пире ҫӑлса хӑваракан?» — тесе ыйтать. Чей ӗҫнӗ пирки, тата кӗртсем ӑшӗнче ишсе ҫӳренӗ пирки ӑшӑ пулсан та, ҫав ӑшӑ халӗ ӑна ҫапах нумая пырас ҫукне вӑл пӗлнӗ, чупкаласа ӑшӑнма пултарас ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ывӑнса ҫитнӗ. Лаша вӑйран суланса ҫитсен чарӑнса тӑрать те, ӑна хуҫи тем пек пушӑпа хӗнесен те, малалла каяймасть, Миките те ҫавӑн пек пулнӑ. — Ку питӗ шеп, пӗлетӗр пулсан? — хушса хунӑ вӑл кӑшт куларах. — Кузман? Козаксем ӗнтӗ лашисемпе шывра ишеҫҫӗ, кимӗсене салтаҫҫӗ. Ляхсем ту хушшинчи тем тарӑнӑш хушӑк патӗнче чарӑнчӗҫ те, козаксен халиччен илтмен ӗҫӗнчен тӗлӗнсе, сикес-и, сикес мар-и тесе шутласа тӑчӗҫ. Ҫапла пулмасӑр! Тытса тӑр кӗсъюна — терӗ вӑл. Унтан, пӗр самантлӑха чарӑнса, Дик сӑмси умӗнчех пӳрнисемпе шаклаттарса илчӗ. Ун ҫине пӑхсан чӑнах та Самсон Выринах тейӗн, анчах вӑл темме ытла та ватӑлса кайнӑ. Ку ӗҫ паянхи кунран пӗтрӗ. Эпӗ хӑрасах кайрӑм, коменданта нимӗн те ан калӑр тесе, Иван Игнатьича тархаслама пуҫларӑм. Туберкулезпа кӗрешмелли чи вӑйлӑ меслет вӑл — вӑйлӑ чун-хавал, вӑл врачсене те, сывмаррисене те халиччен улталаман. Мӗн курчӗҫ-ха вӗсем? — Том, Том! Санӑн пуҫна ҫавӑн пек ырӑ шухӑш килнӗ тесе ӗненме пултарсассӑн, эпӗ вара ҫӗр ҫинчи чи телейлӗ ҫын пулӑттӑм, турра та тав тӑвӑттӑм. Анчах эсӗ хӑв та пӗлсе тӑратӑн, санӑн ҫавӑн пек шухӑш та пулман вӗт, ӑна эпӗ те аванах пӗлетӗп, Том. — Сывӑ пултӑр Сталин! Мана ҫак калаҫу пынӑ вӑхӑтра питӗ лайӑх мар пулчӗ. Ырӑ мара вӑл эс пирӗн хаттӑна вӑйпа тенӗ м вирхӗнсе кӑнӗ кунах сисрӗ. Эпӗ дон Моришо кунта пурнать пулӗ тесе шутланӑччӗ. Санӑнне ытлашшине касса пӑрахӗҫ, укҫа парӗҫ. — Мӗншӗн?.. Эпӗ алӑсемпе сулса, ӑна темскер пӑхмасӑр каласа пама тапратрӑм. Кӑтартӑттӑмччӗ сана эпӗ… Манӑн сире вуҫех те хуйхӑртас кӑмӑл ҫукчӗ, ҫавӑнпах килнӗччӗ. Ӑҫтан-тӑр икӗ еврей-музыкҫӑ килсе тухрӗ: пӗри — сӗрме купӑспа, тепри — хӑнкӑрмаллӑ параппанпа. — Апла эсир ӑна пит шансах… — тесе пуҫларӗ Мэри Грант. — Аптрамасть, ачи чиперех, сывӑ, часах ӗҫе вырнаҫать. Турӑ кама мӗнле пӳрнӗ. Халь акӑ… Унтан татах латынла ыйтать: «Кам ачи эсӗ?» Эпӗ те ӑна хам Лебединское салинчи Сирийский тиечук ывӑлӗ пулни ҫинчен латынла пӗлтеретӗп. Револьвера тытса ҫурӑм хыҫне пытарнӑ алли ирӗксӗрех ҫӗрелле усӑнчӗ. — Ҫук, апла пулин те — капла лайӑхрах та, лайӑхрах та! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Николай Артемьевич куҫне чарса пӑрахрӗ. Эп каланӑ сӑмаха эс виличчен те никама каласа ан пар. Художник пуҫне тайса илчӗ. Вӗсене нимӗҫсене парас шухӑш унӑн асӗнче те пулман, ара хӑйӗн аллинчен вӗҫерес тесе мар ӗнтӗ вӑл ҫӗр каҫа асапланнӑ. — Ҫапла, пирӗн Шотландире ҫапла калаҫҫӗ, — терӗ ӑна Мюльреди. Уяв кунӗсенче те, вырӑссен авалхи йӑли тӑрӑх, пӗтӗм халӑх ҫӑкӑр-тӑварпа, хуратул кукӑлӗпе тата симӗс эрехпе хӑналаннӑ вӑхӑтра та, — ҫӑвӑн пек кунсенче те Стёпушка кӑларса лартнӑ сӗтелсемпе пичкесем патне пыман, никам умӗнче те пуҫ тайман, улпут аллине чуптуман, приказчикӑн мӑнтӑр та ҫуллӑ алла тултарса панӑ стаканран улпут пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра тата унӑн сывлӑхӗшӗн пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе яман; тен, пӗр-пӗр ҫемҫе чун мӗскӗне, иртсе пынӑ май, хӑй ҫисе ярайман кукӑль татӑкне парса хӑварнӑ пуль. Мартӑпа унӑн юлташӗ Надя Петерсон патӗнче вунтӑхӑр кун пурӑнни нимӗн сисмесӗрех иртсе кайрӗ. Шурӑ Кашкӑр хӑйӗн вигвамӗнче канса выртнӑ. Хӗрӗх ура, сколопендрӑсем тата ытти нумай ураллисем пур, ытлашшипех нумай. Ромашов кӗленчене ҫиел енчен вӗрчӗ. — Пур контакт! Ганс хӗвеланӑҫӗ енче ҫуралса ӳснӗ пулсан та, хӗвелтухӑҫӗ енче пурӑнакан ҫын пек йӑвашшӑн шухӑшлать. Шалу мӗн чухлӗ илет-ши король? Эй, мӗн калаҫмалли пур-ха унта, эпӗ хам ревматизьмӑпа асапланнӑ, мана йыт ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ чӑлха ҫеҫ пулӑшать. — Камӑнне пӗлместӗп. Санӑн пулас. — Вӑл ӑсран тайӑлнӑ! Унӑн куҫӗсем вӑл иккӗленнине, кӳреннине, хӑранине палӑртнӑ. Хула коменданчӗ майор Корф. — Ха! Пӗлмене пӗрет! — Вӑл шухӑшласа та лармастчӗ», — тет. Вӗсенче ҫӗрулми, таро текен ҫимелли упа сарри тата йӗтӗн варрисене сыхласа усраҫҫӗ. Динго негрсене юратсах кайманнине ватӑ Том «Вальдек» ҫинчех асӑрханӑ. Камсем вӗсем, мӗн кирлӗ вӗсене? — тесе ыйтрӗ вӑл ҫилӗллӗн, хӑйне хирӗҫ чупса пыракан Антунран. — Мӗне-ха тата, сэр? — Мӗн тӑватӑр эсир унта, ҫав тери ҫӳлте? — ыйтрӗ вӑл, темӗнле тӗлӗнмелле кулкаласа. — Акӑ, — терӗ вӑл малалла, — эсир пурте мана юрататпӑр тесе ӗнентеретӗр, — чӑнах мана юрататӑр пулсан, сикӗр ман ума, ҫул ҫине. Анчах буржуйусем дипломат йышшисене шухӑшласа кӑларнӑ пулсан, эпир чыслӑха уятпӑр, пуҫӑрсене касмастпӑр, ку та сахал — сирӗн пек хытӑ сӑмах каласа та кӳрентерместпӗр. Тепӗр темиҫе минутран каварҫӑсем юхӑма май анаталла, вӑрман урлӑ Кванза еннелле ҫул тытрӗҫ. Ҫак хушӑра горничная пырса кӗнӗ, вӑл хумханнӑ сасӑпа:— Игнатий Матвеич! «Ах турӑ, черкес!..» — тесе кӑшкӑрса ячӗ княжна хӑранипе. — Мӗнлескерсем? Тен, яшкана чунӗ тиркемӗ? Эпӗ хам та пӗр мастика шутласа кӑлартӑм. Гусев тарӑннӑн сывласа кӗртрӗ те кӑларчӗ, унӑн куҫ хупанкисем чӗтренеҫҫӗ. — Тӑхтӑр, тӑхтӑр, майор! — тесе кӑшкӑрса ячӗ нимӗҫ, бар хуҫи, хӑйӗн стойки хыҫӗнчен чупса тухса. Ку таранччен вӑл пӗтӗмпех хӑраса, хытса кайса ҫавӑнта тӑнӑ мӗн. Кӗрӗпех ӗҫленӗ ҫынсем кунта, кӗрӗпех, Андрей. Магазина кӗме хӑрамалла. — Ҫапла, сэр. «Хур-ха пӗтӗм банкна!» тесе кӑшкӑрса янӑ, тет, Вулич чи хӗрӳллӗ понтерӗсенчен пӗрне: «манӑн ҫиччӗллӗ карт каять», тесе каланӑ, тет, лешӗ чупса кайнӑ майӑн. Манӑн мӑя мӑйкӑч тӑхӑнтартрӗҫ. Кантурта выртакан укҫана вара, — тӑсрӗ хӑй сӑмахне атте (Яков паҫӑрхи вуникӗ пине хутӑштарса ячӗ те ҫирӗм пӗр пин туртрӗ), — мана илсе килсе паратӑн та паянхи кун тӑкакланӑ тесе кӑтартатӑн. Ахаль чухне лайӑх курӑнакан «Пӑру» вӑрманӗ халь тапхӑрӑн-тапхӑрӑн кӑна юр тусанӗ витӗр кӑшт хуранӑн курӑннӑ. Нервӑсене илес пулсан, эпир кунта вӗҫнех ҫитрӗмӗр, йышӑнас пулать, хама эпӗ яланах тивӗҫлӗ пек тытаймарӑм. Куҫӗнчи куҫҫульпе те тути чӗтренипе хӑйӗн пӑшӑрханӑвне палӑртас мар тесе, вӑл ывӑлӗ енне пӑхмасӑрах васкавлӑн тухса кайрӗ. — Сулхӑн ҫук, тӗрӗс, — ответленӗ ӑна Николай Петрович, хайӗн куҫхаршийӗсене сӑтӑрса. — Падре, эсир ачасене ҫавӑн пек лайӑх йӑпатса вылятма пӗлни ҫинчен эпӗ шухӑшламан та, — терӗ Артур пӗр сехет иртсен, вӗсем хӗвелпе ялтӑракан ҫаранпа иртсе пынӑ чух. Фелим ҫинчен калас-тӑк, ӑна суд тумалли ҫынсен скамьи ҫине лартма кирлӗ мар тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен вӑл судра свидетель вырӑнне пулни усӑллӑрах пулӗ, тенӗ. Килте пурте ҫывӑрса кайсан, вӑл хуллен тумланатчӗ те ирччен таҫта кайса ҫухалатчӗ. Икӗ юланутне паласси йывӑрах пулман — вӑл Зеб Стумппа Кассий Кольхаун. Акӑ вӑл, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне пытарса, ман ума пырса тӑчӗ. Е Петька манран каллех: «Санӑн летчик пулмалли паллӑсем пур-и-ха?» тесе ыйтнӑ пулсан, эпӗ ӑна халӗ шантарсах «пур» тенӗ пулӑттӑм. Эпӗ аяккарахра, чӳрече умӗнче, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, пӗчӗк тӑм ҫине (ҫав тӑм ҫинче мулкач хӑлхисем те пур) пӑхса тӑратӑп. Хам мӗншӗн пӑшӑрханнине те пӗлместӗп эпӗ. Ҫав тери ҫӳллӗ, унӑн пичӗ ту тӑрринчи юр пек. Анчах вӗсен хушшинче Роберт Грантпа Жак Паганель пулмарӗҫ. Эпӗ ҫав тери лайӑх илтрӗм, ку ҫын хампа юнашарах тӑрать тейӗн. Аркадий Павлыч вӗсене хӑваласа кӑларса ячӗ те хӑй турӑшсем айне тенкел ҫине кӗрсе ларчӗ. Анчах вӑл пачах хӑрушсӑрлӑхра, мӗншӗн тесен ӑна тупма май ҫук. Пӑтранчӑк вӗри юхӑма кӗрсе ӳкнӗ пек туйӑннӑ ӑна, акӑ — ҫав хӑмӑр пӗлӗтсем тӗслӗ тӗксӗм хумсем, ана ярса илнӗ пек те, таҫта илсе каяҫҫӗ пек. — Кала, ан вӑтан. Темӗн киленӗҫли, илемли те мӑнаҫли ӳсет ун чунӗнче. Апла пулсан та, тӗнчере пачах пулмалла мар япалана курсан, чи лайӑх ӑс-тӑнлӑ ҫынсем те унӑн реальнӑҫӗ пирки иккӗленме пуҫланӑ. Манӑн ӗнтӗ чугунсене ҫавӑркалама хал ҫитейми пулчӗ. Пӑван тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те питне аллипе хупларӗ. Пурте персе яраҫҫӗ, ҫӑханӗ ҫӗр тӗпне анса кайнӑ, тейӗр, ниҫта та ҫук, кранклатни кӑна таҫта илтӗнсе тӑрать… Кӗтӗвӗн тепӗр енче шӑп та лӑп ҫавнашкалах тепӗр тахҫан-авалхи этем кӗлетки иртсе каякансем ҫине лӑпкӑн, ним хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ. — Ну-ка, Дик, факел илсе кил кунта, — терӗ Сильвер, эпӗ каяс ҫуккине курса! Черетлӗ ҫырура вӑл хӑйӗн пур хуйхи-суйхи ҫинчен те пӗлтерсе тӑракан пӗртен-пӗр ҫын — Метеорологи сержанчӗ патне: эпӗ кунтан тухаймастӑп та пулӗ, тепӗр тесен — тухманни авантарах та вӑл, мӗншӗн тесен урасӑр лётчик — ҫунатсӑр кайӑк пекех, вӑл пурӑнма, ҫиме пултарать, анчах вӗҫме — нихҫан та вӗҫеймест, манӑн ҫавӑн пек ҫунатсӑр кайӑк пулас килмест, ҫавӑнпа та эпӗ хамӑн пурнӑҫ чи япӑххӑн вӗҫленнине те лапкӑнах кӗтсе илме хатӗр, пурнӑҫ вӗҫӗ часрах ҫиттӗрччӗ кӑна, тесе ҫырчӗ. — Ҫавсем вӗреҫҫӗ! — Откуп пирки, — терӗ те васкаса Ситников, ҫинҫе сасӑпа кулса ячӗ. — Халех пыраҫҫӗ, — тавӑрчӗ Белецкий. Тата хӗвелӗ те, хӗвеланӑҫнелле куҫса пынӑ май, Ҫӑрттан мучие хыҫран хӑвалать тейӗн: хӑй вӑл, тӗркесе пӑрахнӑ аҫамӗ ҫине ӳпне выртнӑскер, хӗвел пайӑркисем ҫӗтӗк кӗпи витӗр ҫурӑмне сисӗнмеллех йӗплеме тытӑнсан, ыйхӑран вӑранмасӑрах, сулхӑналла шӑва-шӑва куҫать; анчах темиҫе минутран хӑпма пӗлмен хӗвел старик ҫурӑмне каллех пӗр хӗрхенмесӗр хӗртме тытӑнать, вара Ҫӑрттан мучие каллех хырӑм ҫинче айккинелле шӑвӑнма лекет. — Халӑх нумай пулать-и? — ыйтрӗ Николай. — Мӗн вара? Эпӗ пӗрмаях вӗренрен вӗҫерӗнсе каясран хӑраса пытӑм. Ҫавӑнта пӗр-пӗр хуралҫӑ пулнӑ пулсан ӗнтӗ, вӑл та ҫавӑн пекех тунӑ пулӗччӗ, хӑйне эрех сыпма укҫа парасса шанса, вӑл тата васкасарах тунӑ пулӗччӗ-ха. Чаплӑ та чечен ҫӳретӗр эсир. Епле вара шурлӑхсем тӑрӑх ашӑр-ха, хӑвӑрӑн пур сӑмахра асӑнма килӗшмен кӗпе-йӗмӗре типӗтетӗр те. — Тавтапуҫ, ненько, тавтапуҫ! — чунтан тав турӗ Андрей. Ачине йӑпатнӑ чухне сӗт амӑшӗ лутра пукан ҫине ман ҫывӑхах ларчӗ, эпӗ ун пит-куҫне лайӑхах пӑхса илме ӗлкӗртӗм. Анчах та манӑн ҫав эсрел ҫинчен асӑнас килмерӗ. — Кала-ха эс ӑна, тархасшӑн, — пуҫласа ячӗ Кандов, — ман ирӗклӗхе никам та тӗкӗнме юраманни ҫинчен пӗлтер, этемлӗхӗн чи хаклӑ тивӗҫӗ манӑн, пур саккунлӑхпа та килӗшмесӗр, сӑлтавӑн йӗрки тупӑнмасӑр… Шкула кайнӑ чухне ӑна телей кӗтнӗ: улӑхри аллея пуҫланнӑ тӗлтех вӑл Бекки Тэчера тел пулчӗ. Манӑн ҫылӑх хампа пӗрлех вилет, вӑл малашлӑх ҫине вараланчӑк пулса лӑпкӑ выртас ҫук, мансӑр пуҫне вӑл никама та варалас ҫук, — никама та. Юн кайнипе вилсе кайнӑшӑн эпӗ макӑрас та ҫук. Пит те илемлӗ-ҫке! Тӗтӗмпе хуралнӑ пӳрт маччи икӗ юпа ҫинче тытӑнса тӑрать. Эсӗ нуль ҫеҫ вӗт, урӑх нимӗн те мар! Вара, эх, мӗнле кӑна пӗҫертӗп ҫынсене! Аркадий ӑна чарса тӑратрӗ. Нимӗҫ истребителӗсем хула ҫинелле пеме тытӑнчӗҫ, тахӑш тӗлте, кунтан пӗр пилӗк километр аяккарах, тупӑсем кӗмсӗртетме пуҫларӗҫ. Вӗсен мӑйракисем пӗр-пӗринпе перӗннипе тата урасен сассипе сывлӑш чӗтресе ҫеҫ тӑнӑ. — Вӑл пирӗн яланах ҫавӑн пек, — терӗ амӑшӗ. — Тӑванӑмсем, — терӗ амӑшӗ, пурне те куҫҫуллӗ куҫӗпе пӑхса ҫаврӑнса. — Тӗрӗс калатӑр, Джон, — терӗ вара Гленарван. А ку, Егор Ивановичӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ ҫын, — шӳт тума юратаканскер! Унпа пӗрле унӑн нумай йышши арӑмӗсем, чиновникӗсем, салтакӗсем, чурисем. — Сперанский пек, — хушса хучӗ Базаров кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, тутисене чалӑштарса. — Нимле Тоскунова та ҫук кунта, — кӑшт шухӑшласа тӑрсан хуравларӗ старик — Тен, Тимошенко пуль? Ку вӑхӑтчен хӑй ҫав хӗр ятне пӗлменни ӑна иментерсех ячӗ. Сахалтан та ҫапла шухӑшларӗ ҫамрӑк — кунсерен вӑл американеца ытларах та ытларах шанми пулса пычӗ. Эсир Фелим ҫинчен калатӑр-и? — Пӗлетӗп. Пӗлтерӳре каланӑ. Вӗсем ҫинчен мӗнпур вӑрманлӑ Бретани калаҫать: вӗсен ӗҫне пурте сӑнаса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх вӗсемпе интересленни акӑ мӗнрен килнӗ: ҫав икӗ ҫын кашниех хӑйне евӗрлӗ шухӑшланӑ пулсан та, вӗсем хушшинче ҫирӗп ҫыхӑну пулнӑ. — Эпӗ те сана ҫавӑн пекех юрататӑп, — терӗ Джон Мангльс, Роберт каланинчен кӑштах именнӗ пек пулса. Ку сӑмахсем Мэри Грант пичӗсене те кӑштах хӗретрӗҫ. Лось унӑн пуҫелӗкӗ умне пӗшкӗнчӗ те — телейӗпе хурлӑхӗн тусӗ ҫине тӗмсӗлнӗ, — ҫепӗҫскер, кӑштах хумханаканскер. — Ӑҫта каймалла, атте? Мӗнле калама пултарнӑ-ха эпӗ сирӗнпе калаҫса илмесӗр? — Сӑмавар хатӗр! — кашкӑрчӗ амӑшӗ. Дубровский пӳртрен тухрӗ те кӳмене ларса малалла вӗҫтерчӗ. Марья Николаевна каласа кӑтартма ӑста пулнӑ… Хӗрарӑмсем хушшинче ун пеккисем сайра тӗл пулаҫҫӗ, уйрӑмах вырӑс хӗрарӑмӗсем хушшинче! Ялан пӗччен, пуриншӗн те ют пулнӑскер, атте кӑшкӑрнипе хӑраса пурӑнма вӗреннӗскер, — пурӑннӑ-им вӑл? Вӑл ҫав тери паха йышши совет машинипе вӗҫсе пынӑ, — ун чух истребительнӑй авиаци ҫакӑн пек машинӑсене тин ҫеҫ туянма пуҫланӑ-ха… Ҫук, эс вилместӗн! Кузьмичов куҫ харшине ҫиллессӗн пӗрӗнтерчӗ. Вӑл ман кӑмӑла хама систермесӗрех ҫавӑрать, эпӗ ӑна ниепле те ҫилленме пултараймастӑп. Унтан, персе амантнӑ сылтӑм аллине майпен ҫӗклесе, хӗресе пӗр еннелле сулса ячӗ. Вӑл, тепре калатӑп, — суд ӗҫӗ пулать. — Кам чӑнлӑха, тӗрӗслӗхе пӗлет — ҫав суять, — пакӑлтатать вӑл, — анчах эпӗ суйма пултараймастӑп, эпӗ пурнӑҫра тӗрӗслӗх курман, пӗлместӗп. Халь ак чӑнласах куркӑна тултар. Таварӗ хамӑн мар-ҫке-ха, Михайло кӗрӗвӗн. Апат ҫисе тӑрансан, пичче кӗсйинчен ҫырмалли кӗнекине кӑларчӗ те, йӗркипе тӗрлӗ приборсене илсе пӑхса, ҫапла ҫырса хучӗ: Тунтикун, июлӗн 1-мӗшӗ. — Ӳсӗр пулас-мӗн эсир! — йӗрӗнӗҫлӗн ҫарӑлтатрӗ те Раиса, куҫӗсене Ромашов ҫинелле романсенчи героиньӑсем вӑрӑ-хурахсене пуҫ тӳпинчен тытӑнса ура тупанне ҫитиччен виҫсе тухнӑ евӗр ывӑтрӗ. Ун хваттерӗ патне ҫитичченех ним те шарламарӑмӑр. — Хӗрен хырса лартнӑ черккене курман-и эсӗ? Халиччен вӑл нихҫан та вилӗмлӗн ҫапӑҫса курманччӗ-ха, ҫак самантра тесен, ӑна пӑшаллӑ тӗрӗксем те шӑна евӗр нимӗне тӑман мӗскӗнсем пек кӑна курӑнчӗҫ. Темле майпа Краснокутов старик анкартинчен инҫех те мар пулнӑ-мӗн. Унтан, Геркулеса, Бата, Актеонпа Остина брамсельпе бом-брамселӗн парӑссене ҫӳлелле туртса хӑпартмалли каначӗ патне тӑратса, хӑй мачта ҫине хӑпарса кайрӗ. Крепоҫ валӗ ҫинчи часовойсем тата таврари пикетсенчи казаксем пӗр-пӗрне вӑрӑммӑн сас параҫҫӗ… Пӗлетпӗр эпир сирӗн пеккисене! — Эпӗ ҫ-ҫакна ҫеҫ илетӗп, — терӗ вӑл, кил хуҫи ҫине сулахай куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхса. — Килӗшетӗп, — терӗ майор, — анчах пар хуранӗ мӗнле ҫирӗп пулсан та, нумай ӗҫленӗ хыҫҫӑн пурпӗрех кӗтмен ҫӗртенех ҫурӑлса кайма пултарать. Катьӑна шыратӑп Ултӑ уйӑх хушши ҫӗр ҫинче ирттертӗм эпӗ! Вилес пек хапсӑнаттӑм сана, эсӗ акӑ ху юратас тенине ҫеҫ юрататтӑн, эпӗ тата ӑна санран уйӑрса илес тенипе те юрататтӑм. Анчах Талькав юмахри пек хӑтланнин сӑлтавӗ кунта пулмарӗ. Унӑн сӑлтавӗ урӑх япала пирки пулчӗ. Гленарван ӑна индеец пушӑ тар хутаҫҫи кӑтартсанах ӑнланчӗ. — Пит хӗрӳллӗ иккен эсӗ! Ара, хӑҫан та пулин хӑвах ӑнланса илӗн-ха, анчах халӗ, — хушса хучӗ вӑл тарӑн шухӑшлӑн, — урӑххинчен шикленетӗп… Ҫумӑрпа йӗпенсе ларнӑ кантӑк витӗр кӗркуннехи ир кухняри чӳречерен тӗксӗмӗн пӑхать; урайӗнче, сивӗ тӗттӗм ҫӗрте, кӑвак кӗлетке пӑшӑрханнӑ пек аллипе сулласа, чӳхенсе тӑрать; унӑн пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен, чалӑшса кайнӑ тутӑрӗ айӗнчен сайра ҫутӑ ҫӳҫӗ мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫинелле саланса усӑнса аннӑ, тутӑрӗ пӗрмаях пуҫӗ ҫинчен ана-ана каять; карчӑк ӑна сулахай аллипе хытӑ тӳрлетсе:— Пӑчланман тутӑрӗ! — тесе мӑкӑртатать. Вӑхӑт кӗтмест. Эсӗ хамӑр пӗрле тунӑ йӑнӑшсене халӗ епле тӳрлетесси пирки сӗнӳсем пар, кун пек мӗнле-ха апла эсӗ, Троцкий майлах: «Эпӗ партире, эпӗ тата парти…» — тесе кӑна тӑратӑн… — Калама парсам! — хӗремесленсе кайса, аллине тата хытӑрах кӑкри ҫумне чӑмӑртаса тытса, кӑшкӑрса ячӗ Макар. Вӑл самантрах утрава хула ҫине илсе кайма хушнӑ. Эмиль Санина хытӑ чуптурӗ те тухса вӗҫрӗ. Анчах та пирӗн эрехе апат ҫинӗ чухне кӑна паратчӗҫ, ӑна та пулин пӗрер черкке ҫеҫ, ҫитменнине тата тӑтӑшах учитӗле памасӑр хӑваркаланӑ пирки, манӑн Бопре часах вырӑс настойкине хӑнӑхрӗ те, вар-хырӑмшӑн сиплӗрех пулӗ тесе, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи эрехсенчен те мала хума пуҫларӗ. Эпир пӗр-пӗринпе часах килӗштертӗмӗр. Григрий Александрович ҫав шӑрӑхра ӗшенсе ҫитнӗ пулин те, кайӑк тытмасӑр таврӑнасшӑн пулмарӗ… — Ҫапла ҫав… — Ӗлкӗреймерӗ, — терӗ Иван Игнатьич, — Оренбург ҫулне пӳлнӗ, крепӑҫе ҫавӑрса илнӗ. Амӑшӗ йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ: — Жидсем пур ҫӗрте те пӗрремӗш вырӑна сӗкӗнеҫҫӗ. Халиччен асӑннӑ ҫынсемсӗр пуҫне унта ача ашшӗ тата «Макҫӑм пичче» (килтисем те, ютрисем те ӑна ҫапла чӗннӗ) кӑна пулнӑ. — Авӑ мӗнле, унӑн вырӑнӗ кафедра умӗнче тесе шутланӑ эпӗ! Эпӗ пурин ҫинчен те ҫийӗнчех шутласа илтӗм те, ҫыран хӗррине васкаса таврӑнса, челнок ҫине сикрӗм. — Э, туясчӗ сан, маттур йӗкӗтӗм! —салхуллӑн уласа янӑ Васса, пуҫне сулкаласа. Пуҫтарӑннӑ казаксем, пурте рядовойсем пулнӑ пулин те, хорунжий хӑйне хӑй начальник пек тыткаланӑ пулин те, пурте Лукашкӑна анчах итлерӗҫ. Хӗрарӑм унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине качака пек сиксе ларнӑ, вӑл тӗлӗнмелле ҫӑмӑл та ӑшӑ пулнӑ; хӑй умӗнчи куҫа курӑнман кӗнекене уҫса, вӑл вулама тытӑннӑ: — Маврин поручике Помялова хӑйӗнчен уйӑрнӑ, вӑл каллех виҫҫӗр ҫирӗм тенкӗ картла выляса янӑ; — Ҫӗр ҫӑтмансем! — терӗ тепри. — Ҫавна та пулин асапланакан ҫын туса хутӑмӑр. — Мӗн те пулин пулнӑ-ши вара? — аран ҫеҫ ыйтрӑм эпӗ; ҫав хушӑра ман ал-ура шӑнса хытрӗ, кӑкӑр тӗпӗнче темӗн чӗтре пуҫларӗ. Вуникӗ присяжнӑйӗ те ҫакӑнпа килӗшни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Мана хамӑр пыракан ҫул каллех ҫӗр ҫине ҫӳлелле илсе кайнӑ пек туйӑнать. Ирхине, вунӑ сехет тӗлнелле, малалла утма хӗнрех пула пуҫларӗ, вара эпӗ ерипенех утма пуҫларӑм. — Ҫаралсах юлтӑм, пӗтрӗм эпӗ! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл, пӗр бортран тепӗр борт патне чупкаласа. Анчах ҫапах та санӑн тепӗр ят та пур пулӗ тетӗп, эсӗ ӑна мана калатӑн пулӗ-ҫке? Павел Одинцов та Ситанов пек шухӑшлама вӗреннӗччӗ те, пируса мӑн ҫын пек; чӗртсе, турӑ ҫинчен, эрех ӗҫни ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен тата хӑть те мӗнле ӗҫ те пӗтсе ҫухалса кайни ҫинчен, пӗрисем мӗн те пулин туни ҫинчен, теприсем тата тунине хакламасӑр, ӑна ӑнланмасӑр ҫӗмӗрсе, ишӗлтерсе пыни ҫинчен философла сӑмахлатчӗ. Дуэле кирлӗ пек туса ирттерес пулсан та, форт командующийӗ ҫав япалана ырлани аван мар пек туйӑннӑ ӑна. Княжна сарӑ тӗсе юратнӑ: унӑн калпакӗ ҫинче те ҫутӑ-сарӑ лентӑсем пулнӑ. Анчах та кӑлӑхах шеллетӗр! Пӗр ҫӑлтӑр тепринчен яланах пӗр пек хушӑра тӑрать. Тупӑк тавра ҫуртасем лартса тухнӑ. Библиотека чӳречисем ҫине нимле решеткесем те карман, анчах вӗсем питӗ ҫӳлте. — Виҫӗмкун каҫхине эсӗ ман пӳлӗмре пулнӑ-и? — тесе ыйтрӗ манран король. Анчах эпӗ ҫавӑн пек пысӑк та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫынна ҫав кӑвак куҫлӑ пӗчӗк Володя пулнине ниепле тавҫӑрса илеймерӗм, сӑвӑсем те ҫыратчӗ-ха вӑл, мана пӗрре Буськӑпа Тога йытӑсене кӳлсе лартса ҫӳренӗччӗ. — Сире никам та, нихҫан та кӳрентермен пек… Петька чӗнмерӗ. — Чӑнах та, — терӗ Том Аустин, — патагонецсем пурте ҫавӑн пек пулсан, эпӗ Патагонине ырлатӑп! — Чакалка туртса ҫурас пулсан! Иртнӗ ҫул вӑл чирлесен, Николай Антоныч тумтирне те хывма пӑрахнӑ, нянька кирлӗ мар ҫӗртенех нянька тытнӑ. Ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫӗ енчен тикӗс ҫил вӗрет. Павел темиҫе минут хушши Виктор ҫине усаллӑн пӑхса, алӑк умӗнче тӑнӑ. — Унта хуҫалӑх, кунта — политика. Эсӗ шуратма пуҫласан, мӗн те пулин лайӑх тухмарӗ-тӗк… — Пустуй! Эпӗ сан пекех тӑрӑшӑп. Паганель пӗлӗт пирки ҫӗр ҫинчен аса илмесӗр астрономи енӗпе ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрерӗ, ӑна труках аякран илтӗннӗ пӗр кӗвӗ ытти ҫинчен пӗтӗмӗшпех мантарчӗ. Хӑй чирли ҫинчен Алексей час-часах тата мӑнкӑмӑлланса калаҫнӑ, ҫапла вара чир ӑна ытти ҫынсенчен уйӑрса тӑракан паха япала пек пулнӑ. Пурте — пӗрисем ытларах, теприсем сахалрах — ҫав тери ӗшенсе ҫитрӗҫ. Зинаида куҫ харшисене пӗркелерӗ. Андрей Гаврилович, пуҫне пӑркаласа, ӑна хирӗҫ яланах ҫапла каланӑ: «Ҫук, Кирила Петрович, ман Володька Мария Кирилловнӑн упӑшки пулаймӗ. Каҫ пулса ҫитнӗ ҫӗре ревкома таврӑнчӗҫ. Садра ӑна Валя кӗтсе тӑрать. Виҫҫӗшӗн ҫинӗ те вӑл симӗс куҫӗсемпе кашкӑр пек пӑхса илчӗ, ваттисем енне ҫаврӑнса:— Тухса кайӑр! — терӗ. Исидора аялалла тирӗнмест, сиккипе малалла каять. Лешин вӑй пуррине уҫҫӑнах палӑртса тӑракан сӑн-пичӗ, ытларах тата вӑл мӗскӗн Антон Пафнутьич чӗтремесӗр асӑнма та пултарайман упапа тӗл пулса хӑй паттӑрлӑхне кӑтартни — унӑн суйлавне татса пачӗ. — Курман ҫав! — килӗшнӗ Фома, унтан пӑртак тӑхтаса тӑрсан:— Тен, унран аванни ҫук та пуль… — тесе, хӑюсӑррӑн хушса хунӑ. Санин Марья Николаевнӑпа пӗр сехет ытларах уҫӑлса, калаҫса ҫӳрерӗ. Эсӗ пӑх-ха, Яша, вӗсем пурте ҫамрӑк, вӑйпитти, анчах пурне те ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, тата вӗсенчен шӑрш килет — пултараймастӑп! Хама та яма ыйтатӑп. Ӑҫта каяс-ха? — Хамах хӑтаратӑп ӑна. Кала мана, мӗнле вӑл пулчӗ, Джо? — Сав… Мӗн калаҫнине вӑл йӑлтах ӑнланчӗ. Чӑнласах та пӗр-пӗрин хыҫҫӑн анчах пытӑмӑр. Джемма шуса ларчӗ. Алексей перекетлӗ ҫын пулнӑ, анчах мӗншӗн-ха вӑл халӗ тӗрлӗ кирлӗ мар япаласем туянса укҫа пӗтерет? Тепӗр куннех эпӗ, генерала ырӑ сунса уйӑрӑлтӑм та, хама службӑна кайма хушнӑ вырӑна тухса кайрӑм. Чӗрӗ-и эсӗ? — тесе чӗнчӗ. Лешсем ҫаплах пӗр-пӗрин ҫине ӑшшӑн пӑхса, пӗр-пӗрине калаҫма памасӑр, хӑйсен калаҫуне: «астӑватӑн-и тата…», «пӗлетӗн-и…», «ҫав ӑҫта-ши халӗ…», «мӗнле-ши вӑл халь…» тенӗ ыйтусемпе пӳле-пӳле, вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ. Манӑн тата Прудонӑн ҫӗнӗ кӗнеки те пур, манӑн пурте пур. Ну, чипер юлӑр! Ывӑлӗ ҫине те вӑл ытарайми пӑхса тӑрать. Ҫакна пурне те лайӑх курма капитанӑн вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ. Ҫак хурҫӑ татӑкӗ кунта хӑйӑр ҫинче ҫӗр ҫул, икҫӗр, виҫҫӗр ҫул выртса, ҫӗр тӗпӗнчи ҫак тинӗс хӗрринчи чулсем ҫине ҫапӑнкаласа шӑлланса пӗтнӗ. Советра ман патӑма пынӑ халӑх ларать, вӑл пур усал сӑмахсемпе илтерет. Рудольф Митман обер-лейтенантӑн роти пӗтӗмпех тенӗ пек Сухая Поляна патӗнче пӗтрӗ. Мана мужиксем кӑмӑла каятчӗҫ, вӗсенче кашнинчех Яковри пек, темле пӗлмелле мар япала пурри сисӗнетчӗ. Тӳрех ҫапла патлаттарса хучӗ. — Вӑл тӗрӗсех ӗнтӗ. Кун пек сывлӑхпа пӗр ҫитмӗл ҫул такӑнмасӑр утатӑп-ха, тесе шутлаттӑм. Анчах вунӑ ҫул пурӑнтӑм та — урӑх пултараймастӑп. Вӑл ман йӑласене вӗренсе ҫитнӗ тата мана пит аван пӑхать. Пирӗн пурте ҫапла пурӑнаҫҫӗ. Карусель пекех ҫавӑрӑнатпӑр. Метафизикӑлла шухӑшсем теп вырӑн йышӑнакан хамӑрӑн калаҫусенче эпӗ ак мӗнле минута юрататӑп; шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах шӑвӑна-шӑвӑна тата пӗтӗмленнӗҫемӗн пӗтӗмленсе пырса, юлашкинчен сӑмахпа каласа памалла мар тӗтреленеҫҫӗ те, мӗн шухӑшланине калатӑп тесе шутласа, пач урӑххи ҫинчен калама пуҫлатӑн. — Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран юлашкинчен. — Осадчий аллине вӑл, ҫилленсе лартнӑ евӗр, туртӑшӑнкалакан вӑйпа хӗссе тытрӗ те ластӑр-лӑстӑр силлерӗ. — Карттӑ ҫине хӑй тупнӑ ҫӗрсене ӳкерекен морякӑн савӑнӑҫӗнчен пысӑкрах хаваслӑ, ҫав ҫыннӑн тулли кӑмӑлӗнчен туллирех кӑмӑл пулма пултарать-и тӗнчере? Вӗсем, ҫинҫе сассисемпе ҫухӑркаласа, хӑйсен пытанчӑк сукмакӗсем тӑрӑх йӑпӑртатса чупаҫҫӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе капан ҫумне таянса ларнӑ Яков Лукичӑн ҫурӑмӗ ҫывӑхӗнченех чупса иртеҫҫӗ. Эсир кӑлӑхах Николай Иртеньевран ырӑрах пуласшӑн. Унран ырӑрах ҫын тӗнчере те урӑх ҫук». Халь ак-ак вилетӗн, нимӗн ырлӑх тумасӑрах вилетӗн тата эс вилнине никам та пӗлес ҫук, — шухӑшларӗ вӑл, — ҫак вӑхӑтра хӑвшӑн анчах пурӑнни мӗнӗ кирлӗ-ши? 1471 ҫулхине летопиҫре ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Ҫурҫӗр вӑхӑтӗнче Уйӑх ҫутатмарӗ, Уйӑх чылайччен юн пек хӗрелсе тӑчӗ, каярахпа ҫеҫ васкамасӑр ҫутатрӗ…» — тенӗ Уйӑх кашни тӗттӗмленмессеренех ҫапла халӑх пурнӑҫӗнче пысӑк событи пулни пек ҫыра-ҫыра хунӑ. Сичевиксем: ҫапӑҫӑва хӑйсен мӗнпур пек резервисене кӗртсе ячӗҫ пулин те, вокзал патӗнче пулнӑ прорыва питӗрме пултараймарӗҫ. Тӗксӗм пичӗсенчен пӑхсан, вӗсем пурте ҫапӑҫусенче пиҫӗхнӗ, нумай хурапа шурра курнӑ ҫынсем пулни курӑнса тӑрать. — Анюта, мана ӑнӑҫлӑх мӗн тери кирлине пӗлесчӗ сирӗн! Анчах пуринчен начарри, киревсӗрри Ромашовшӑн урӑххиччӗ — вӑл, полкри мӗнпур ҫын пекех, кашни балӑн, кашни платьӗн, кашни ейкеленчӗклӗ пуплев таранчченех темӗлле, кулис тепӗр енчи историне пӗлсе тӑратчӗ; темӗн те, темӗн те пытарӑннӑччӗ вара вӗсем хыҫӗнче: мӗскӗн чухӑнлӑх, тармаклану, чееленеслӗх, элек, пӗр-пӗрне курайманлӑх, провинцири хевтесӗр аристократлӑх вӑййи, юлашкинчен тата кичем, йӗрӗнчӗк ҫыхӑнусем… Хӑйӗн тертлӗ ҫулӗнче ҫул тӑршшӗпех вӑл пӗр-пӗр тискер кайӑка е вӗҫен кайӑка тытма ӗмӗтленсе пынӑччӗ. «Ҫӗр айӗнче ҫул пур-и?» Анчах ватӑ хӗрарӑмшӑн ку йывӑр ҫӗклем ҫав; вӑйӗ часах пӗтесрен шикленчӗ вӑл, Джек ҫинчен шутларӗ. Мӗн ҫинчен ҫырмаллине пит суйласах тӑман вӑл, кирек мӗн ҫинчен те хаваслансах ҫырнӑ, чуна хурлантаракан япала ҫеҫ пултӑр. Огнянов Петра нӳхрепе ертсе кайрӗ. Йӑллине сылтӑм алӑпа тытса ывӑтсан, лассона сулахаййи тытса юлать, унӑн вӗҫне йӗнер ҫумне ҫирӗп ҫыхса лартнӑ. Марийка ҫенӗхелле ыткӑннӑччӗ, анчах алӑкра чарӑнсарах тӑчӗ те Андрее хӑй патнелле кӑчӑк туртса, ӑна кӑкӑрӗнчен аллипе сӗртӗнсе, пӑшӑлтатса илчӗ: — Пулӑшма пыратӑн-и, э? Сӑнчӑрласа лартсан, аллине сулать те, сӑнчӑрсем ун ҫинчен веҫ тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ. Ҫакӑ ӑна питӗ пулӑшрӗ, вӑл йӑпанса савӑнса кайрӗ. Вӑл каялла ҫавӑрӑнса кучер патне пынӑ. Ирландец айӑплӑ марри ҫинчен пӗртте иккӗленмесӗр, эпӗ чӑнлӑха тӗпӗ-йӗрӗпех тупас тӗрӗм. — Мистер Гэндс, эпир кунта иккӗн, кашниннех икшер пистолет пур. — Ҫук, апла лайӑх мар. Чумандрин, таҫта васканӑ пек, пӗр темӑран тепӗр тема ҫине хӑвӑрт куҫа-куҫа калаҫать, ҫавӑнпа та Воропаева унӑн шухӑшӗсем хыҫҫӑн асӑрхаса пыма ҫӑмӑл пулмарӗ. — Ун патне халех кайни меллӗ пулӗ-ши? Сайлас йысну Батон-Ружере пӗр ҫемьене пӗлетчӗ, вӗсем унӑн тӑванӗсене паллатчӗҫ. Вӑл Бенедикт пиччен мӗнпур коллекцине тӗпчерӗ. Ҫав сехетрех темиҫе ҫын Днепрӑн тепӗр енчи ҫар складне, шыв айӗнче тата хӑмӑшсем хушшинче вӑрттӑн упракан ҫар казнипе тӑшмантан туртса илнӗ хӗҫпӑшала илме кайрӗҫ. Мӗнпур чӗрӗ япаласем ҫийӗн тӗрлӗ шӑршӑ ӳпре-шӑна пек явӑнать. — Вара мӗн-ха? Петя Уралец связной шӑши куҫ лампи патӗнчен кӑшт аллине илсенех, лампи сӗтел ҫинчен ӳкрӗ. Ку сӑмахсем, хулпуҫҫи хыҫне пӑшалне, пиҫиххи ҫине фазансем ҫакса, сунартан таврӑнакан Ерошка мучие тивеҫҫӗ. Кам пӗлет, эпӗ калани, кашнин чунӗнчех хӑй пуррине палӑртмасӑр пытанса тӑракан киревсӗр чӑнлӑхсенчен пӗри-и тен ҫав, сиен пуласран калама юраман чӑнлӑх-и тен вӑл. Кӗленче тӗпне тӑрӑлса ларнӑ эрехе, пӑсас мар тесен, лӑкаса пӑтратма юрамасть, кӑна та, ҫавӑн пекех, калама юрамасть-и тен. Пуҫла! Андрей вӗсене шутласа пӑхма хӑтланчӗ, анчах шутласа кӑлараймарӗ: атакӑна тухма хатӗрленекен танксем, строя кӗрсе пынӑ май, пӗрре сӑрталла, тепре айлӑмалла, анса час-час куҫран ҫухалнӑ пирки, вӑл вӗсен шутне пӑтраштарса ячӗ. Анчах ҫав йывӑр та йӑлӑхтармӑш ҫынсене мӗн тери курас килмерӗ Егорушкӑн! Льговран иртсен пӗр пилӗк ҫухрӑмран ку юханшыв хӗррисенче, хӑшпӗр ҫӗрте варринче те, ҫӑра хӑмӑшлӑх ҫитӗнсе ларнӑ, Орёл кӗпӗрнинче каланӑ пек, ҫак юханшыв майерпа ҫитӗнсе ларнӑ сарлака кӳлле куҫать. Хӑш чухне вӑл манран: — Эсир мӗн вулатӑр? — тесе ыйтатчӗ. Интеллигенцие пухӗччӗ. Япӑх перетчӗ пӑшалӗ: боек пистонне тӳрех ватмасть, виҫҫӗ персе иккӗшӗ каймарӗҫ; виҫҫӗмӗш патрон кӑна кӗрӗслетрӗ. Танка шӑршлӑ, тӗтӗмлӗ ҫулӑм ҫавӑрса илнӗ, анчах уйӑн экипажӗ ҫаплах кӗрешнӗ. Аран-аран пӗр сарлака йывӑҫ хӳтлӗхне ҫитсе тӑтӑм. Ҫав питӗ хитре мар мӑкӑльсӗр пуҫне, ку ҫыннӑн тепӗр уйрӑм палли те тӳрех куҫа тӑрӑнать: сулахай аллине вӑл пушӑ тытнӑ, сылтӑммипе куҫа курӑнман темле хор дирижерӗ пек вӗҫсӗр сулласа утать; хушӑран вӑл пушшине хул хушшине хӗстерет, ун чухне вара икӗ аллипе те дирижер пек сулкалама тытӑнать те сӑмси витӗр юрлать. Сана кирек епле хӗр те качча пырать. Такам кӑшкӑрса ячӗ те аялалла персе анчӗ. — Ӑҫталла кайӑпӑр вара? — мӑкӑртатсарах ыйтрӗ Андрей. Унӑн тутисем йӗрес е кулас чухнехи пек чӗтренсе илчӗҫ, унтан питҫӑмартийӗсем каллех хускалми хытса тӑчӗҫ. Сӗтел умне ларса, хӑйӗн «ҫарӑкпа тунине» ӗмсе, вӑл татти-сыпписӗр пакӑлтатнӑ: — Ҫапла ҫав, чечук арӑмӗ! — Анне, пыр-ха, чихирь илсе кил. Кӑларатӑп. Хӑйне ҫак ҫыннӑн хуҫийӗ вырӑнне туйса, вӑл ҫак йӗкӗт нихҫан та Челкаш ӗҫсе янӑ пурнӑҫ куркине астивме пултараймасси ҫинчен шухӑшларӗ… * * * — Чӑнах та тӗлӗнмелле ку, — терӗ сасартӑк Марья Николаевна. — Ҫапла хулара эпӗ сайра — пӗрре кӑна пулкалатӑп, хуларах пулсан, сана кураттӑмах ӗнтӗ. Упӑшкине вӑл, тем вӑхӑтра-ҫке, турчкапа аллинчен ҫапрӗ, ткачне — ҫурӑмран, вара ҫавӑнтах михӗ патне ҫитсе те тӑчӗ. Мана халь вӗсем патне кайма та юрамасть. Юратура савӑнса йӑпанма шӑпчӑксене ҫурхи кӗске каҫсем ҫитеймеҫҫӗ иккен. Марья Васильевна Пуринчен ытла мана Марья Васильевна Катя ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнманни тӗлӗнтерчӗ. Ҫак аван ҫын Гленарваншӑн вута кӗме те хатӗр. Анчах вӑл ҫынсем ӑна шырама пуҫлӗҫ, ун ҫинчен пур ҫӗрте те ыйтса пӗлӗҫ. Василий Иванович тӗлӗнсе ӳкрӗ. Ылттӑн ука тыттарнӑ тюбетейка тӑхӑнса ҫӳрекен хӗвелпе пиҫнӗ шавлӑ ҫынсем. Вӗсем кайсан, Элен хӑй патне Мак-Набса чӗнсе илчӗ те, ӑна кӗҫӗрхи ӗҫсем ҫинчен кӗскен каласа кӑтартрӗ. Сасартӑках Володя чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапа пуҫланӑ, ҫан-ҫурӑмӗ пӗрре вӗриленсе, тепре сивӗнсе кайнӑ. Мӗн тӑвас-ха манӑн? Юлашкинчен пичче нимӗн чӗнмесӗр пынӑ ҫӗртенех ҫапла каласа хучӗ: — Шухӑшласа пӑхар, — терӗ вӑл. — Мӗн те пулин тума татӑклӑн тытӑнмалла. — Офицер! Хӗрес илнӗскер! — мухтансарах каласа пачӗ Дегтярев чупса пынӑ салтаксене, лашасен ҫӑварлӑхӗсене вӗҫертнӗ май. Вӑл кӑмрӑк тултарнӑ карҫинкка купийӗсен сулхӑнне вырӑнаҫса ларнӑ босяк — грузчиксен пӗр ушкӑнӗ тӗлне ҫитсен, ӑна хирӗҫ тӑмсай сӑн-сӑпатлӑ, пӑчӑр-пӑчӑр хӗрлӗ питлӗ, нумай пулмасть хӗненӗрен пулас, чӗркеленсе пӗтнӗ мӑйлӑ, тӑлпан лутра ҫын сиксе тӑчӗ. Кусем вӗсем ӳт тӗслӗрех икӗ пӗлӗт, шӑпах горизонт патӗнчи пӗлӗтсем пулчӗҫ. Вӗсем тӗтре хупласа иличченех хӑйсен формине ҫухатмарӗҫ. — Ҫук. Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, эсӗ те кукаҫунах хывнӑ. Анчах сасартӑк пур енче те миллион ҫутӑ йӑлтлатма тытӑннӑ, шӑхӑрнӑ сасӑсем илтӗне-илтӗне кайнӑ, темӗскер шатӑртатма тытӑннӑ; вӑл кӑшкӑрса янӑ та таҫталла чупнӑ, мӗншӗн тесен пурте чупнӑ, пурте кӑшкӑрнӑ. Мӗнле тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ явӑл ашкӑнса ҫӳрет-ши, тетӗп! Мӗнле пӳтсӗр-ши ку, тетӗп! Эсӗ иккен вӑл, эсӗ иккен ашкӑнса ҫӳрекенни! Аҫу пырне пиҫмен кӗсел ларасчӗ! Эсӗ апла вӑл урам тӑрӑх алхасса ҫӳрекенни, намӑс сӑмах каласа ҫӳрекенни те эсех-мӗн!.. Иван Иванович каллех хӑйӗн хуҫалӑхне пӑхса савӑнма пуҫларӗ. Азотея ҫинчен эпӗ йӑлтах илтрӗм, — тет. Итле манӑн командӑна, капитан, Гокинс, эпир иксӗмӗр вара шкунӑна бухтӑна илсе кӗрӗпӗр, — терӗ вӑл. Унӑн хӑнӑхӑвӗсене, ҫине тӑраслӑхне пусарма ҫеҫ пултаракан айванла ҫуну-ахлату ачан туллиреххӗн пурӑнас ӗмӗт-шанӑҫне путлантарса пырать кӑна. Голышев ӑна Воропаевран хӑй тахҫанах илнӗ ҫырӑва ярса панӑ, ҫав ҫыру ҫинчен вӑл Горевӑна малтан каласшӑн пулман-мӗн. Ҫак ҫурт Францинчи е Англинчи мӗнле те пулсан князӗн ҫурчӗ пекех туйӑнать, ҫавӑнпа та вӑл Австралин пушӑ хирӗсен чӗринче ларнине ӗненме те йывӑр. «Успени кунӗ», ҫурҫӗр тӗлӗнче, эпӗ Арское поле тӑрӑх хамран пӗр аллӑ метр малта пыракан Лавров кӗлеткине тӗттӗм витӗр сӑнаса утатӑп. Гвоздев уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та халӗ пӗтӗм палата унӑн урлӑ медицина факультечӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче мӗн пулса иртнине, биологи мӗн тери интереслӗ наука пулнине, органика мӗн тери кичеммине, профессорӑн сасси епле кӑмӑллине, вӑл материала ҫав тери лайӑх ӑнлантарса панине, ҫав вӑхӑтрах пӗр доцент хӑйӗн лекцисене мӗн тери кичем вуланине, студентсем тунӑ черетлӗ воскресникре груз турттармалли трамвайсем ҫине мӗн чухлӗ вутӑ тиенине, пӗр вӑхӑтрах вӗренме тата эвакогоспитальте ӗҫлеме мӗн тери йывӑррине, ҫав-ҫав студентка — кӑмӑла каймалла мар этем, уроксене зубрить туса ҫеҫ вӗренекенскер, епле сӑмсине каҫӑртнине пӗтӗмпех пӗлсе тӑчӗ. — Вӑл сахал, шкул кирлӗ, система… Дворянсем пӗтеҫҫӗ ӗнтӗ, халӗ эсир хӑвӑр дворянсем — илтетӗр-и? — Алтӑнӑвра хӑвартӑм ҫав вӗсене, — малалла каларӗ Иван. — Халь ӗнте Бяла Черквана ҫитрӗҫ те пуль. Ӑна мӗн илсе килтересшӗн пулнине Зеб Стумп кунта пулни ҫителӗклех лайӑх пӗлтернӗ. Картон, пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне, кӗлленсе ҫуна пуҫларӗ. Ҫӑра та тутлӑмарскерне чух-чух ӗҫкелесе Паганель ӑна питӗ аван тесе чысларӗ. Волошин сӑмси ҫине лартса янӑ куҫлӑхне туртса антарчӗ те, куҫӗсем вара унӑн, тӑмананни пек пысӑкскерсем, юнпа тата ҫилӗпе тулса, нимӗҫ ҫине пӑхрӗҫ. Ҫамрӑк ҫын пулнине ҫеҫ пӗлетӗп, мӗншӗн тесен питӗ вӑрт-вартскерччӗ. Пурне те пӗлме юратаканскерсем, музыка илтӗнсенех, пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ: сана мӗн пулнине пӗлесшӗн… Вӑл чӑн-чӑннипех хӑраса ӳкнӗ. Аманнӑ ҫынна диван ҫине вырттарса, вӑл унӑн пуҫне пит ӑстайлӑн салтрӗ, пирус тӗтӗмӗ кӗнипе куҫне хӗссе, ыттисене ӗҫ хушса ларчӗ: — Иван Данилович, илсе килчӗҫ! Вӗсенчен вӑл хӑрать, темелле. Ҫапӑҫу пулчӗ. Чылайӑшсен ҫийӗнчи кӗпипе шӑл хушшинчи кӗске чӗлӗмӗсӗр пуҫне нимӗн те ҫук, чылайӑшсем ҫӗтӗк ҫурӑк ҫеҫ уртса янӑ, ҫакӑ вара вӗсем е мӗнле те пулин инкекрен аран-аран хӑтӑлнине е хӑйсем ҫинчи мӗнпур япалана сутса ӗҫсе яриччен иртӗхсе ҫӳренине кӑтартса парать. Куҫҫульне типӗт те пирӗн пата хӗпӗртесе тух, — терӗ Кирила Петрович. Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, станицӑна командировка каймалла пулсан, хамӑн карчӑкӑнне вунӑ е унта мӗн чухлӗ май килет, ҫавӑн чухлӗ ҫӑмарта ҫаклататӑп, вара, станицӑна ҫитсен, тӳрех пасара вӗҫтеретӗп. Ҫӑмартана сутатӑп та — ҫийӗнчех столовӑя. Унтан вӑл:— Мӗн ятлӑ терӗн ҫав эсӗ, ачам? — терӗ. Патшалӑха хирӗҫ тунӑ преступленисемшӗн кунта пит хытӑ айӑплаҫҫӗ; анчах айӑплаканӗ судра хӑй айӑпсӑррине кӑтартса парсассӑн, айӑплаканнине ҫийӗнчех намӑслӑ вилӗмпе вӗлереҫҫӗ те, унӑн пурлӑхӗнчен тӳрре тухнӑ ҫынни валли вӑл вӑхӑт ирттернӗшӗн, хӑрушлӑх курнӑшӑн, тӗрмере хӗн-хур чӑтнӑшӑн, хӑйне хӳтӗлес пирки тухнӑ тӗрлӗ тӑкаксемшӗн те штраф шыраса илеҫҫӗ. Штрафне тӑватӑ хут ытларах хураҫҫӗ. Айӑплаканӗн пурлӑхӗ ҫакна тӳлеме ҫитмесен, ҫитмен укҫине хысна тӳлет. Пӗрисем шантарнӑ: майра-патшан ҫӑм хупласа лартнӑ качака урисем, тенӗ; тупан вырӑнне ҫурхахлӑ хур лапписем унӑн, тесе тупа тунӑ теприсем. Халех унта каятӑп терӗм эпӗ. Пӑшалӗсене окопрах пӑрахса хӑварнӑ пулнӑ иккен мӗскӗнсем. Тата вӑрмансенче грушӑпа улмуҫҫи лаптӑкӗсем тумалла. «Манӑн чӑнах та талант пулнӑ-ши? — терӗ вӑл юлашкинчен, — улталанман-ши эпӗ?» Тӑват сехетсем тӗлнелле эпӗ хамӑр стоянкӑран OSO енче темскер асӑрхарӑм. Вӑл ҫак ҫӑлтӑрсем ҫакса янӑ самӑр ҫын ҫине пӑхать тетӗр-и? Вӑратасшӑн пулсаттӑм ӑна эпӗ, вӑл вӑраттармарӗ, вара эпир кӑшт сыпкаларӑмӑр, Катьӑн кирек хӑҫан та алӑ айӗнче пулакан маҫлинине тутанса пӑхсаттӑмӑр. — Мадерӑра ӗнтӗ, — терӗ Джон Мангльс. Вӑл «ҫапла» тет! — савӑнса кӑшкӑрчӗ Джек. — Чӑнлӑх, вӑл — юрату, — тесе кӑшкӑрчӗ толстовец, унӑн куҫӗсем курайманлӑхпа, йӗрӗннипе ялтӑртатрӗҫ. Мӑшкӑллас тетӗн-и? Э? Апат хыҫҫӑн пурте лавсем патне сулланса кайрӗҫ те сулхӑна тӳнчӗҫ. Юлашкинчен, ним калаймасӑр тертленнӗ вӑхӑтра, унӑн пурнӑҫӗ сӳнсе ларчӗ. Вӗсем унӑн мӑйне самантрах пӑрса лартма пултараҫҫӗ. — Пиччем! — терӗм эпӗ, — апла каятпӑрах-и ӗнтӗ? — тетӗп. — Сехет ытла. Кая юлнӑ! Кунта вӗри мунчари пек хӗртет! — кулса асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ. Анчах Алексей, ӑшӑ та ҫемҫе лӑсӑллӑ туратсем ҫинче куҫӗсене хӗссе выртаканскер, ун сӑмахӗсене ним ӑнланмасӑр итлерӗ. Король мана хама майлӑ арӑм тупса парасшӑн пулчӗ. Вӑл пиртен ачасем пулӗҫ тесе ӗмӗтленнӗ. Анчах пирӗн ачасене те канарейкӑсене хупнӑ пек читлӗхсенче усрасси, ман йӑхри ҫынсене сайра тӗл пулакан чӗрчунсене чаплӑ ҫынсене йӑпатса пурӑнма сутса илесси ҫинчен шухӑш ман пуҫа пырса кӗрсенех, эпӗ тарӑхса кайса чӗтрекене ереттӗм. Ҫылӑхсем вӗсем тул енче, шатра пек ҫеҫ, унтан ытла мар! — Кӑштах кӗтме пултаратӑп, анчах нумай кӗтеймӗп — вӑй-хал ҫитереймӗп, — терӗ те тимлӗ Артамонов, чӳречерен картишнелле:— Килӗр, хуҫана пуҫ тайӑр, — тесе кӑшкӑрчӗ. Пирӗн пытанмалла выляма кирлӗ мар. — Палламарӑн-и мӗн? Марко тинех унӑн тӗттӗм кӗлеткине курчӗ. — Пулнӑччӗ ӗҫ, пулнӑччӗ ун пекки, чӗчӗ пӑрушӗ, терӗ ӑна Челкаш кулкаласа, хӑй ӗҫнине тунмасӑр. Пӗр дисциплинарнӑй взыскани пулман, ревтрибунал судне пани пулманни ҫинчен каламастӑп та. Пугачев халӑх хушшинче Акулина Памфиловнӑна асӑрхарӗ иккен те, ӑна пӳрнипе юнаса хытах куҫ хӗсрӗ. Унтан вӑл арки вӗҫӗнче ситрелчӗк яраписем ҫакӑнса тӑракан, сӑранланса хытнӑ та тӑсӑлса вӑрӑмланнӑ йӑлӑсемлӗ хӑйӗн чӗркуҫҫи таран касса кӗскетнӗ, — ӑна та пылчӑка пулах, — шинелӗ ҫине пӑхса илчӗ те ассӑн хашлатрӗ. Вӑл ҫавӑрӑнуллӑ придворнӑй, питӗ чее ҫын пулнӑ, урӑх нимӗн те мар; ӗҫ йӗркине пӗлмен, ӑслӑ пулман, хӑйӗн ӗҫӗсене кӑна аван майлама пӗлнӗ: кунта ӑна никам та йӗнерлеме пултарайман, ку вара чи кирли. — Ку пурнӑҫ та мар, вилӗм те мар. Тунсӑх!.. Вӑл ӑна вилес умӗнхи юлашки каҫ ҫырнӑ. — Ултавҫӑсем… — шухӑшланӑ вӑл, хӑйне хӑй ҫӗклентересшӗн пулса. — Ӑҫта кайса кӗмелле-ха манӑн, тусӑм? — терӗ вӑл. Калӑр-ха. Кала, Христос ячӗпе ыйтатӑп, кала, пӗлес килет: манӑн кама вилӗм сунса кӗл тумалла!» Анчах атте аллине ун пуҫӗ ҫине хурать те ӑна ачана ачашланӑ пек ачашласа калать: «Пӗлместӗп камне. Хура хӑлатсем ҫаплах ун тӗлӗнче ярӑнса ҫӳренӗ. Эпӗ ҫакнашкал выльӑх ҫапла мӑнкӑмӑлланса мухтанма хӑйнине ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. Пуҫӑма ҫӑлса хӑварасси пулас ҫук ӗнтӗ манӑн… Халь тин пурпӗрех пулӗ ҫав… Тепӗр кун, ҫывӑрса тӑрсан, ҫулҫӳревҫӗсем океан темӗн пысӑкӑш шыв курӑкӗсемпе витӗнсе выртнине курчӗҫ; вӑл курӑксемпе ӳссе кайнӑ темӗн пысӑкӑш пӗве пекех курӑнса выртать, Паганель ӑна пампассемпе танлаштарса хучӗ. Эпӗ Николай Антоныч хӑйӗн вилнӗ пиччӗшӗшӗн ҫулран-ҫул ытларах та ытларах ҫухатса пыма пуҫларӗ тесе шутларӑм. — Галю, Галю, ҫывӑратӑн-и ҫак эсӗ, е ман патӑма тухассу килмест-и? Ӗмӗрӗмре те ун пек чаплӑ вылянине курман! Анчах, тӑхтӑр, ан суйнӑ пултӑр! Губисполком председателӗн кабинетӗнче, ют ҫын тухса кайсанах, пысӑк сӗтел йӗри-тавра вунвиҫҫӗн таччӑн пуҫтарӑнса ларчӗҫ. Эпӗ унран: — Мӗншӗн гостиницӑра мар-ха эсир, кунта пурӑнатӑр? — тесе ыйтатӑп. — Укҫине мӗншӗн илтӗн? — усал сасӑпа хыттӑн ыйтрӗ Давыдов. Краут хут вакласа хатӗрлерӗ, хут татӑкӗсене чӗрке-чӗрке картус ӑшне тултарчӗ. Тӗрлӗрен «ҫимӗҫ» персе тултаратӑн та, — ачана тӗвӗленме вырӑн та юлмасть. Кухарка упӑшки ҫӳллӗ никӗслӗ, тимӗр витнӗ пӳрте кӗрсе кайнӑ та часах каялла ҫаврӑнса килсе: — Пӗчӗк ҫунине кӳлме хушать, — тенӗ. Анчах Женя чӳрече янахне аллипе кӑшт тӗртӗнсенех, хайхи кӑмӑллӑ йытӑ хаяррӑн хӑрлатса сиксе тӑчӗ, диван ҫине сиксе ӳкнӗ Женя хӑранине лӑпах кукленсе ларчӗ. — Шӑпрах, шӑпрах! Халӗ (вӑл ку тӗлте каллех куҫне хӗссе илчӗ) пурттуна ҫурӑм хыҫне чик: лесничий курать… Ҫак пур енчен те виҫсе пӑхса татӑклӑн каланӑ показание суд ырӑ кӑмӑлпа йышӑннӑ. Айӑпланаканни хутне кӗрекенсем свидетельсене чӗнсе илнӗ. Тӑхтама кирлӗ мар: пӗр ухмахсемпе ӑслисем кӑна нумай тӑхтаҫҫӗ. Пӗрре каҫхине пӑхатӑп та, вӗсем ҫатан ҫумӗнче тӑраҫҫӗ: ман арӑм хамӑр енче, вӑл — хӑй енче. Ҫак чула хӑйӗн вырӑнӗнчен тапратсан, унӑн айӗнчен парсемпе лавӑсем пӗрхӗнсе тухаҫҫӗ пулмалла. Пусӑ ирхи хӗвелпе ҫиҫкӗнме пуҫласан, выртмӑшӗ ҫине ҫутӑ ӳксен Аэлита ассӑн сывласа илчӗ те вӑранмаллипех вӑранса ҫитрӗ, халӗ хускалмасӑр выртать. — Мӗн кирлӗ мара супӗлтететӗн! — терӗ юлашкинчен Берсенев тарӑхса. Амӑшӗ, пуҫне пӗшкӗртсе, хуллен кӑна:— Ӑнланатӑп… — терӗ. Джонни ҫак сӑмахсене ҫемҫен те шӑппӑн каларӗ, унтан ҫавӑн пекех ҫемҫен те шӑппӑн аяккинелле ҫаврӑнса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ. Даша инке ӗсӗклеме пуҫлать, акӑ эпӗ Саньӑна куратӑп. Вӑл кӗсйинчен алтутри кӑларать те, кула-кула, унӑн питне шӑлать. Гусев пиҫиххине туртса тӳрлетрӗ: — Ну, юрать. Енчен те «Пилигримран» инҫе мар Америкӑна каякан пӗр-пӗр океан карапӗ иртнине курсан, вӑл хӑйӗн пассажирӗсене ун ҫине куҫса ларма сӗннӗ пулӗччӗ. Кӳршисем ӑна Воропаев арӑмӗ тесе шутлаҫҫӗ, «Сирӗнни килтех-и?» — тесе ыйтсан, вӑл, хӗрелсе кайса, ҫапла ответлет: — Килте. Лекцие хатӗрленет. Ҫавӑншӑн ҫамрӑк хӗре кам тиркеме пултарӗ? Икӗ ҫул хушшинче ӳсрӗ, ҫирӗпленчӗ. Ку хушӑра вӑл нумай терт курчӗ. Старик-килхуҫи те кайма юрамасть тесе шухӑшланӑ, вӑл паҫӑр ҫывӑрма хӑварасшӑн пулнӑ, анчах ӑна Ваҫили Андрейч итлемен. Завод ҫинче ҫаплах вутлӑ тӗксӗм пӗлӗт йӑсӑрланса юхать. Эпӗ хам шутпа Вандимен Ҫӗрӗнчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле выртакан утравсенчен пӗрин патне ҫитесшӗн пултӑм. Пурте унта пӗчченшерӗн пуҫтарӑнччӑр. Ун умӗпе ҫынсем чакса пычӗҫ, унпа юнашар тата ун хыҫҫӑн та салтаксем кӑшкӑра-кӑшкӑра утрӗҫ. — Ут, ут… — Эпӗ илтетӗп, — тесе хучӗ вӑл хуллен. Ҫав самантрах хитре кӗлеткеллӗ, пӗчӗк шӗвӗр мӑйракаллӑ пӗр вунӑ антилопа вӗсем ларнӑ вырӑнтан инҫех мар ҫавраҫил пек вирхӗнсе иртрӗ. Дик Сэнд ун ҫине пӑхнине туйрӗ пуль, «ҫамрӑк тусӗ» шанманни американец чӗмсӗрленнин сӑлтавӗсенчен пӗри, паллах. Унпа пӗрле унӑн ҫывӑх тусӗ комиссионер пурӑннӑ, вӑл та, хӑй офицер пекех, темӗнле операцисем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Вӑл чӗнсене салтса янӑ, урисене канма панӑ. Асту-ха эсӗ, мимозӑсемпе эвкалипт йывӑҫӗсем ҫине мӑкӑрланса пар ларса юлать, ехиднӑсемпе казуарсем паровоз вашлаттарса килнинчен сехӗрленсе тӑраҫҫӗ, Мельбурнран Кэстльмена виҫӗ сехетре ҫитес тесе дикарьсем билет илеҫҫӗ. Азиатсен йӑли ҫавӑн пек: кама курнӑ, кама тӗл пулнӑ, ҫавсене пурне те туя чӗнеҫҫӗ. Ковалев карӑнса илчӗ. Пӗтӗм чӗрчунсене, йывӑҫсене, ҫӗре ҫав старик тунӑ. Зельцер, хӗрӳлленсе кайса, Долинникӑн кӗпи тӳммине ҫавӑрать, ӑна пӗрре пӗр аллинчен, тепре тепӗр аллинчен турткалать. Эпӗ вӗсем кам пулнине пӗлетӗп. Граф чарӑнчӗ. — Илсе килетӗп терӗм-ҫке сана, ҫураҫнӑ хӗре венчете илсе килнӗ пек килетӗп. Туалет пӳлӗмӗнче халӗ шӑп. Климка патӗнчен тухсан, Павел Серёжа патне кӗчӗ. Пит-куҫӗ ялан кӑвакарса ҫӳрет, такам чӑрмаласа пӗтерет. Каҫхине тӑван мар атте хӑнасем пуҫтарса сӑмах каларӗ: — Начальство тӑвакан пӗтӗм процедура, — терӗ вӑл, — революци ирӗклӗхне чухӑнсенчен сыхлани пулать, чухӑнсен шутне пуринчен ытла еврейсем кӗреҫҫӗ. — Фигура! — хулленрех чӗнсе пӑхрӗ Квакин. Пӑрахут мӑрйисенчен хура тӗтӗм каплам-капламӑн явӑнса хӑпарнӑ, унтан майӗпен таса сывлӑшра ирӗлсе пӗтнӗ. — Ӗмӗтне ан ҫухат, чӑт, — тет пичче, — эсӗ ху нимӗн те ан калаҫ, итле мана. Эпӗ Дэви теорине вуҫех йышӑнмасӑр, ҫӗр варринче вӗри пур тенӗ теорие, хам унӑн паллисене асӑрхайман пулин те, ҫирӗп шанса тӑнӑ. Ҫук, Саня мар пулӗ. «Пуҫупа шухӑшлама пӗлместӗн», терӗ ӑна Тарас: «тӳс козак — атаман пулатӑн; ҫын ҫапӑҫура ҫухалса кайманнипе кӑна маттур воин пулса тӑмасть-ха, маттур воин хӑйне ӗҫ ҫук чухне те кичем тытмасть, пурне те тӳссе ирттерет, эс ӑна хуть те мӗн ту, вӑл хӑйӗннех перет». — Тав турра! — пӑшӑлтатса илчӗ те Клавдия Михайловна, ҫӑмӑллӑн сывласа ярса ширмӑна пуҫтарма тытӑнчӗ. Нимӗҫ транспорчӗсем ҫӳлӗ ҫыран хӗррипе пыма тӑрӑшаҫҫӗ, шыв тарӑнӑшне кура ҫыран ҫумнех хӗсӗнеҫҫӗ вӗсем. Авалтан сыхланса юлнӑ паха япаласем умӗнче тӗлсӗр чупкаласа ҫӳресе, пӗчӗкҫӗ ҫынсем хӑйсем ҫав япаласене тӑвакансенчен юлнӑ ӑру тесе ӗнентереҫҫӗ. Ҫакӑ вара полка комиссар-шахтер пынӑ хыҫҫӑн пурӗ те пӗр уйӑхран ҫапла пулчӗ. «Хама валли нимӗн те кирлӗ мар вӗт, ҫине-ҫинех шутларӗ вӑл, — мӗншӗн-ха ыттисемшӗн пурӑнас мар?» Спасибо. Ялав ҫӗкленчӗ, сулӑнкаласа илчӗ те ҫынсен пуҫӗсем ҫийӗн, кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн хумханса илнӗ пек, салтаксен хайхи сӑрӑ стена пек ушкӑнӗ еннелле хускалса кайрӗ. — Пӗлместӗп, ун ҫинчен нихҫан та илтмен, — терӗм эпӗ. Бен Ганн ҫинчен каласан, вӑл хӑйне тивӗҫлӗ пин фунт укҫана илчӗ те, виҫӗ эрне, е тӗрӗсрех каласан, вунтӑхӑр кун хушшинче пӗтерчӗ, мӗншӗн тесен, ҫирӗммӗш кунӗнче вӑл пирӗн пата ыйткалакан пек пырса кӗчӗ. «Ҫак ҫапкаланчӑка вулас-ҫырас ӗҫ ҫӑмӑл парӑнчӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ Хорь: — унӑн хурт-хӑмӑрӗ те ӗмӗрне те вилмен». — Нумайрах… — Килмест ҫав, темшӗн пуҫ ҫаврӑнать, куҫ умӗнче вӗҫӗмсӗр плуг айӗнчен тӑпра касӑлса тухса йӑванса юлни курӑнса тӑрать… — Вӑл ӗнтӗ яланах ҫапла пулать, — Кондратӑн сассинче ӑна кӑмӑллӑн ырласа йӑл кулни сисӗнчӗ. Амӑшӗ ку тухтӑра лайӑх пӗлет, вӑл Николайӑн ҫывӑх тусӗсенчен пӗри, ӑна Иван Данилович тесе чӗнеҫҫӗ. Путек тир ҫӗлӗкӗ айӗнчен хӑй ҫине хаяррӑн хистекен куҫсем тирӗнсен, Тимофей, пӗр авӑк ним тума аптӑраса тӑчӗ, анчах мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илчӗ: — Вӑл хутшӑн алӑ пусмалла, уҫ. Ура тӗпне темскер, хытӑскер лекрӗ. Тӗлӗнтӗм те кайрӑм, йӑлт аптраса ӳкрӗм. Онбаши пырса кӗчӗ те ҫӗрле сана К. хулине тытса кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн унта бей ҫырӑвӗпе каймалла пулнӑ иккен, ҫырӑвӗнче ҫав вӑрттӑн литература ӗнтӗ. Юлашкинчен, хампа калаҫакан ҫын каллех сӑмах пуҫарчӗ. Унӑн конюхӗсем акӑлчансен жокейӗсем пек тумланса ҫӳренӗ. Унӑн хӗрӗн англичанка мадам пулнӑ. Ачи ӗҫнине тата ҫавӑн пек вылянине пӗлсен-тусан, мана мӗн каласа пӗтермӗҫ! — тесе ӳкӗнсе пырать. Анчах та вӑл пирӗн ӗҫ мар вӗт; вӑл — пупсен, учительсен, тата ыттисен — ну, тӗрлӗ лекарьсен, начальствӑн ӗҫӗ. Ҫук, эпӗ сире ҫапла калатӑп: ҫынӑн ячӗ мӗн чухлӗ пӗчӗкрех, унӑн хӑйне-хӑй те ҫавӑн чухлӗ хытӑрах тыткаламалла, унсӑрӑн хӑвна варалатӑн. Тумӗсемпе декорацисем ҫӗнӗ, спектакле ҫӗнӗлле лартнӑ. Эпӗ ӑнланатӑп! — терӗ. Николай хӑвӑрт аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ, тутӑрне кӑларса сӑмсине хыттӑн шӑнкартрӗ те:— Куртӑр-и, сунас тупрӑм… — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Кил хуҫи арӑмӗн яшки ытла та тутлӑ пулчӗ вара, ятарласа пӗҫернӗ пекех! Вӑл ун аллине тытса хыттӑн чӑмӑртарӗ, силлесе илчӗ, унтан хӑвӑрт тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. — Хӑҫан хӑранӑ вара эпӗ? Ҫак ҫурхи кунсенче пӗртте тухма пӗлмерӗ ман пуҫран Олеся сӑнарӗ. Вӑл хай тӑракан вырӑнтан тапранчӗ те, сулахай аллипе халӑха сиркелесе, сылтӑммипе куҫӗсене хупласа, алӑк патнелле чупрӗ. Унсӑрӑн мӗн пулса тухнӑ пулӗччӗ-ха? Ачине халь вӑл аллинчен ямасть. Крыльца умӗнче вӑл, Тимофей пиншакӗн ҫаннинче кӑрт туртса, чарӑнса тӑчӗ. — Мӗнле «кам патне»? Пӗр эрнене, е ытлараха та пырать-и тен. Чиркӳ карти патӗнче мастеровойсен пысӑк кампанийӗ пит хӗрсе кайсах мӗтӗҫле вылятчӗ; турюнӗ сыпма ӗлкерӗп-ха терӗм те вылякансенчен ыйтрӑм: — Мана йышӑнӑр-ха! — терӗм. Анчах, пӗлетӗр-и, ӑна ун ҫинчен эсир каласа панӑ… Пӗр сӑмахпа каласан, кӗвӗҫнӗ пирки каланӑ, тенӗ. — Мӗн тума? — Пӗлместӗп, кулак пулӑттӑм-и эпӗ, ҫук-и, а вӑт эсӗ, Давыдов, пуп пулмасан та, чиркӳ старости пулаттӑнах, ҫакна пӗлсе тӑр. Куракансем Ривэрӑна ҫиленме пуҫланӑ. Эсӗ ан ятла мана, пӗррехинче эпӗ Поднебескона вӗрентнӗ чух эсӗ мана балкон ҫинче итлесе тӑнине асӑрхарӑм. Ун хыҫҫӑн, акӑш-макӑш пысӑк ҫӗлен пек, кӑпӑклӑ шыв тӑрӑхӗ выртса юлать; руль хыҫҫӑн, Польша чарланӗсем пекех хыттӑн ҫухӑрса, темле тинӗс кайӑкӗсем вӗҫеҫҫӗ. — Pelouse et Fremy. Notions generales… — терӗ Базаров. Эпӗ урӑх кунашкал пурӑнма пултараймастӑп, ыран эпӗ пурин ҫинчен те калӑп ун ашшӗне, Белецкине, пӗтӗм станицӑна…» Тӳррипе каласан, пур ҫӗрте те стенасем купаланса тӑраҫҫӗ. Ҫын мар, тискер кайӑк; каланӑ йытӑ тесе, чӑн та ӗнтӗ йытӑ. Павел аяла пуласси ӑна та уҫҫӑнах курӑнса тӑрать. «Малалла» тет вӑл, хӑй, чӑнах та, малаллах ӗмӗтленет. Унпа Кукушкин хушшинче темле пӗрелӗх пур, ҫавӑн пиркиех пулас — вӗсем пӗр-пӗринчен пӑрӑнаҫҫӗ. Тӗрӗс, вӑл ун ҫинчен пӗлет. Тӗрмери аслӑ надзиратель Артуршӑн калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. Ӑҫта курнӑччӗ-ха эпӗ ку ӳкерчӗке? Пурте хӑйсен пурнӑҫ йӗркипе тахҫанах килӗшнӗ, хӑнӑхса ҫитнӗ пек туйӑнать; пӗри — лӑпкӑн кӑна ларать, тепри — кахаллӑн хураллать, виҫҫӗмӗш, ывӑннӑ сӑн-сӑпатлӑскер, — тӗрмере ларакансене шӑп та лӑп кӑтартнӑ вӑхӑтра килсе курать. Сенкер тӗслӗ юр, уйӑх ҫути. Пиратсен пысӑкрах суднӑн командирӗ японец пулнӑ, вӑл кӑштах голландилле калаҫма пултарать иккен. Пӗттӗр пусмӑрлӑх! Ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен, граждансемпе хаклӑ карчӑксем: куҫҫуль юхтаракан ҫын партире мӗн тума кирлӗ вӑл? — Королева пек чипер вӗт вӑл ман, — терӗ вӑл амӑшӗн мухтавне пытармасӑр, — тӗнчере ун пек королевӑсем ҫук та! Ҫапла ӗнтӗ, манӑн пӗлесчӗ, ҫак ҫуртра вӑл, манӑн юратнӑ юлташӑм Билли пурӑнать-ши? Эп ун ҫине пӑхатӑп — вӑл пирӗн полкра пулнӑ, ҫавӑнпа унӑн ҫамрӑк сан-сӑпачӗ, хӑйне рапорт паракан полк командирӗ итленӗ чух каҫӑрӑларах тӑнӑ кӳлепи ман асӑмра тӑрса юлнӑ иккен. — Паллах, аван мар, анчах унта хурламалли ним те ҫук. Кам унта? Анчах тӑшман ҫакӑн пек хӑрушлӑха кӗме пултарнӑ-ши вара? Ҫапла ӗнтӗ алӑка баррикадӑларӗҫ. — Хррр… — тесе харкашса илнӗ Каштанка, анчах ӗнерхи апата аса илсен, хӳрине выляткаласа, шӑршлама тытӑннӑ. Ир ҫывхарни сисӗне пуҫларӗ, шыв ҫийӗпе кӗмӗл тӗтре йӑсӑрланать, инҫетрех те мар ҫамрӑк ӑмӑрткайӑксем вичкӗн сасӑпа шӑхӑрма, ҫуначӗсемпе шаплаттарма пуҫларӗҫ. Эпӗ унпа туслӑ пурӑннине, хам мӗн тери хакланине каласа пама та пултараймастӑп. Вулич тепӗр пӳлӗме тухрӗ те сӗтел умне ларчӗ, пурте ун хыҫҫӑн тухрӗҫ. Халех калатӑп. Пурте пухӑнса ҫитнӗ. — Эсир ҫаплах суйма хӑтланатӑр-и? Тарланӑ хыҫҫӑн шӑнса ларнипе ҫӑмӗсем кӑшӑртатакан пулнӑ лашасене крыльца умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Мотор каллех кӗрлеме тытӑнчӗ. Хӗрарӑмсем, хамӑн тантӑшсем, хӑш-пӗр чухне каласа кӑтартатчӗҫ, анчах эпӗ — ӗненместӗм, намӑса пӗлмесӗр суяҫҫӗ, тесе шутлаттӑм! Вӑл пире тӑшманла этем мар, анчах тумӗ тесен, ку вара чӑнах та ҫаплалла. Лешӗ ним те чӗнмерӗ, сӑмсине нӑш-нӑш ҫеҫ турткаларӗ, унтан лашине утланчӗ те кайрӗ. Эпир, авалхи Тума ҫинче пурӑнакансем, пӗр вӑрттӑнлӑха уҫаймарӑмӑр. Желонерсем, вырӑ-ӑнӑрр-сене-е! — командӑларӗ Шульгович. Ку вӑл Португалие пӑхӑнса тӑракан колонин тӗн хули — Сан-Паулу-ди-Луанда тата Бенгела. Хӑйӗн арлӑ-арӑмлӑ кӗске ӗмӗрӗнче харсӑр Лушка ун пек хура-шурра ҫеҫ курнӑ-и, Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ун пек тапӑннине ҫеҫ тӳснӗ-и. — Ҫапла, — терӗ Петр. — Савелий Алексеич. Хӗрарӑм тарҫӑ ӑна Геновева хӑй вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ ҫырӑва тыттарать. Мӗн пулчӗ-ха ку? — Килтен хӑваласа кӑларчӗҫ. «Эхе! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — сан ӑшӑнта та, чунӑм, хурах юнӗ ҫывӑрмасть иккен». Хӑйӗн сӑмсипе Атланти океанӗн хумӗсене ҫурса кӗрсе «Дункан» часах Америка ҫыранне хыҫа хӑварчӗ. Юланутлӑ ҫыннӑн ӗнси ҫине анса ларнӑ картузӗ те, курӑк тӗслӗ симӗс гимнастёркипе йӗмӗ те тусанпа витӗннӗ. Пӗлесчӗ, мӗскер-ши ун пуҫӗнче… Хӗвеле пӑхса хавасланнӑ пек, хурӑнӗ ачалла хӗпӗртесе турачӗсене силлекелет. Ҫил унӑн таса ылтӑн тӗслӗ ҫулҫисене вӗлтӗр-вӗлтӗр вылятса, савӑнӑҫлӑн шутлакаласа пӑхать. Марья Ивановна ман патӑмран кайманпа пӗрех. Ҫапла ҫав, эсир мана французла, эпӗ сире латынла. Шлюпка халь шыв айне пулнӑ борт ҫумӗпе ишрӗ. — Ӑна пӗлетӗп эпӗ. Анчах татасса вӑл япӑх татать-мӗн: пӑчка чалӑшшӑн, кӑрт-карт турткалать. Ӗҫленӗ хушӑра хӑйӗн пӗчӗк сӑмси шӑтӑкӗсене саркаласа хӑш-хӑш сывлакалать, типшӗмрех пичӗ унӑн часах тарласа кайрӗ. Унӑн е манӑн сан килӗнтен тухса каймалла, мӗншӗн тесен эпӗ хама хам та шанмастӑп, вӑл этеме ҫав тери хытӑ курайманнипе эпӗ тем тума та хатӗр. Эпир ҫав самантрах тапранса тухма хатӗрччӗ; анчах вӑл малтан хӑйӗн шыв айӗнчи кӗсйинчен кантӑра туртса кӑларса вӗлернӗ кӑвакалсене урисенчен ҫыхрӗ те, кантӑран икӗ вӗҫне те шӑлӗпе ҫыртса, малтан утса кайрӗ; ун хыҫҫӑн Владимир, Владимир хыҫҫӑн эпӗ йӗркеленсе тӑтӑмӑр. — Эпӗ ун ҫинчен мар, ӑратлӑ-и вӗсем е ҫук-и, тесе ыйтатӑп. Давыдов паҫӑрхи пекех питлесе малалла калать, анчах халӗ ӗнтӗ унӑн ҫапса ватса пӗтернӗ тутисем ҫинче кулкалани те палӑрать, ҫавӑн пек сӑнпа вӑл малалла каларӗ: — …Вӑл эпӗ ун умне чӗркуҫленсе ларнине, каҫару ыйтнине, кӗлетсен ҫӑра уҫҫисене хӑйне кӑларса панине курасшӑн пулчӗ! Андрей ҫӗмӗрт теми хыҫнелле ыткӑнчӗ. Питех те хавас курма! — терӗ. — Кам пӗлет ӑна! Ҫӗнӗ япаласем пурте питӗ пӑлхатмалла пулнӑ, вӗсем сасартӑк, малтанхи ӗҫсемпе ҫыхӑнмасӑр сиксе тухнӑ. — Ҫапла, ачам, — терӗ вӑл. Инҫетре, улӑхсем ҫинче, хӗрлӗрех пӗлӗтсем хушшинчен хӗвел пайӑркисем шуса тухаҫҫӗ — часах хӗвел пӗтӗм тавралӑха ҫутатма пуҫлать. Каҫ енне урса кайнӑ кашкӑр кӗтӗвӗ эрех кӳпсе тултарчӗ. Ӗҫӗм пит те лайӑх», — тетӗп. Ҫав сӑлтавсене пула — ытла вӗриленсе ҫитнипе те пуҫ ыратнипе — Сухаревкӑра яра куна ирттертӗм пулин те мӗн пулнине астусах каймастӑп. Базаровпа Аркадий тепӗр куннех кайрӗҫ. Паян тухтӑрсем пӑхас сас-чӳ ҫук. Хӑй те сисмерӗ, — шухӑшӗсем Фрося ҫине, унпа нумаях мар пулса иртнӗ ӗҫ ҫине ҫавӑрӑнса тухрӗҫ. Лосьпа Гусев ансӑр пусмапа анма пуҫларӗҫ, — унта, аялта, шӑп. Анчах тӗлӗкӗ ку ахалли мар, теме пӗлтерекенни… Джим, каласа пар мана пӗтӗмпех йӗркипе. Вӑл пӗр листа хут илчӗ те — ним вараламасӑр, перине йӑрлаттарса ҫеҫ пырса, ҫапла ҫырса хучӗ: «Савнӑ Джемма! Эпӗ хам ҫине сире мӗнле канаш парас сӑмаха илнине пӗлетӗр эсир, сирӗн аннӳ мӗн тӑвасшӑн пулнине тата вӑл мана мӗн ҫинчен ыйтнине пӗлетӗр эсир, — анчах эсир пӗлмен, халӗ ун ҫинчен эпӗ каламасӑр тӑма пултарайман япала пур, — эпӗ сире юрататӑп, пуҫласа юратса пӑрахнӑ чӗрен мӗнпур кӑварӗпе юрататӑп! — Э-эх, шел! Судья ҫав вӑхӑтра икӗ сигара туртса пӗтерчӗ тата темиҫе черкке коньяк ӗҫрӗ. Пурте интеллигент пулса тухрӗҫ. — Кил-ха кунта, — терӗ аслӑ Артамонов, сӗтел патӗнче чарӑнса тӑрса. Нестеренко та пӗлмест. — Нимех те мар пек… Людмила, ырхан питҫӑмартийӗсене ывӑҫ тупанӗсемпе сӑтӑркаласа, диван ҫине ларчӗ, унӑн ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗнче вӑл йӗрӗнсе тарӑхни, сассинче ытларах тарӑхса калаҫни сисӗнчӗ. Лайӑхрах шаккӑр тата! — Салам калӑр ӑна, — тет те хӗр куҫран ҫухалать. — Ыра кӑмӑллӑ кардинал хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗшӗн айӑплӑ ҫынна йышӑнма килӗшӗ-ши вара? Кӑваккисем майлӑ пулнӑ хресченсене вӗсем «якобинецсен йӑхӗ» тенӗ, хӑйсен аллине лекнисене уйрӑмах хаяррӑн асаплантарса вӗлернӗ. Ром унӑн кӑмӑлне уҫнине эпӗ часах туйса илтӗм. — Ҫапах та… Ҫынсем манӑҫ пулмаллине, лӑпланмаллине шыраҫҫӗ, — пӗлӗве мар! Тата сӑн-пичӗ мӗнле лайӑх, кӑмӑла каймалла унӑн! — Ҫак каҫ эпӗ вырӑн ҫинчен тӑрса анне пӳлӗмне кайрӑм. Купса пӳлӗмре, эпӗ лашасем патӗнче, пурте йӗркеллӗ. «Пилигрим» складӗнче китсене ҫурса тирпейлемелли пысӑк ҫӗҫӗсем упраннӑ. Тӗлӗннипе пурте каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — Мӗнле апата?.. Хоре администраци тата государство ыйтӑвӗсем интереслентереҫҫӗ. — Кӑтартӑп, — сӑмах пачӗ Андрей. Вӑл улпут пурлӑхӗ ҫинчен кӑна шухӑшласа пурӑнать, пур ҫӗрте те уссӑр тӑкаклу, пӑсӑлу тата ҫарату курса, мӗнпур майсемпе вӗсене хирӗҫ тӑрать. — Чӑрмантарма кӑна та мар… — терӗ княжна, хӗрелсе. Анчах та пӗррехинче Клавдия Михайловна темле уйрӑмӑнах хаваслӑн пӑлханса килсе кӗчӗ. Эпӗ сана ыраттартӑм-и? — Ара эсӗ пиртен кулатӑн-ҫке! — ҫухӑрса ячӗ кӗлетсем патӗнчен чупса ҫитме ӗлкӗрнӗ Екатерина Гулящая. Ҫӗрпӳрт урайне коверсем сарнӑ, стенисем ҫине те хаклӑ йышши коверсем ҫакса тухнӑ. Ҫав сасса илтсенех, ачасем шартах сикрӗҫ те ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ. Пӑрӑх тӑрӑх та улӑхаймарӑм: вӑл ҫав тери ҫинҫе. Манах портвейн ӗҫрӗ, ҫӑкӑр чӑмлакаларӗ те, ҫӑкӑр ҫемҫинчен пӗчӗкрех ҫаврашка туса, ӑна пӳрнипе сӗтел тӑрӑх кустарма тытӑнчӗ, хӑй малалла калаҫрӗ: — Федор атте ҫапла калать: пӗтӗм инкек — ӑс-тӑнран килет; шуйттан ӑна хаяр йытӑ пек туса янӑ, вӑл ӑна йӗкӗлтет, вара йытӑ пӗр сӑлтавсӑрах пурин ҫине те вӗрет, тет. Анне!» тесе кӑшкӑрни илтӗнет. Ӑна-кӑна уяса тӑмарӗ ӗнтӗ вӑл, кутамккине хывса хучӗ те, тӑватӑ уран упаленсе хӑмӑш хушшине, чи чӑтлӑх ҫӗре кӗрсе кайса, ӳсентӑранпа тӑранса пурӑнан выльӑх-чӗрлӗх пекех, чаплаттарма тытӑнчӗ. — Начар купец тухать санран, ытах та эс укҫан вӑйне те ӑнланмастӑн пулсан. Ҫапла-и? Айтӑр ӑна хывӑнтарса пӑхӑр. Маша Миронова сан патна каҫалапа ҫӳретӗр тетӗн пулсан, ӑна эсӗ, черченкӗ сӑввусем вырӑнне, пӗрер мӑшӑр алка парса парнеле. Настоятель мана вӗрентет: эсӗ ӑна хӑвӑн уҫӑмлӑхупа ҫирӗплет, тет, эсӗ ӑна акӑ мӗн тата акӑ мӗнле кала, тет. Карчӑк татах хыттӑнрах йынӑшса ячӗ: — Ох, пӗтнӗ пуҫӑм! Вӑл ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах эпӗ унӑн мӑйӗпе хӑлхисем хӗрелсе кайнине асӑрхарӑм. Володя, пуҫне ҫӗклемесӗрех, йӗрӗнчӗклӗн:— Мӗн ачашланатӑр? — терӗ. Ӑҫта кайса кӗме пултарчӗ вӑл? — терӗ. Ак тата! Каҫса ҫитсен, кимме малтанхи вырӑнах кӑкарса, ун ӑшӗнчех ҫӗр каҫма шутларӑм. Пурнӑҫ туса ярасси ҫинчен шутлама пулать-и ҫара чул ҫинче? Халл капитан кулса ячӗ. Эпӗ ӑна тасатрӑм та сайра тӗл пулакан япала вырӑнне хам комода пытарса хутӑм. Чӑнах та апат ҫинӗ хыҫҫӑнах вӗсем патне мӑйӑхлӑ тата шпорлӑ мишавай Шмитпа, капитан-исправник ывӑлӗ, вун ултӑ ҫулхи, хальтерех ҫеҫ улана кӗнӗ ҫамрӑк ача пырса кӗнӗ. — Ан кӗр теҫҫӗ сана, — терӗ Ергушов, пӑшалне тар ярса. Вӑл тӑчӗ те, мана сарлака ывҫипе тӑсса пачӗ, тепӗр аллипе хӗвӗнчен сухан пуҫӗ пек йывӑр кӗмӗл сехет кӑларса пӑхса: — Ултӑ минутра пӗтертӗмӗр! Хорунжий тата тепӗр хутчен кӗлтунӑ хыҫҫӑн виноград ҫулҫипе витсе хунӑ чихирь кӑкшӑмне ҫурӑмӗ хыҫӗнчен илчӗ те, ҫӑварӗнченех ӗҫсе, карчӑкне тыттарчӗ. Пулас миллионерсем вӗсем, тӑванӑм. Давыдов шухӑшне Устин пӳлчӗ. Тепӗр лашине чӗлпӗртен тытса, вӑл ун патне сиккипе чуптарса пычӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсене урамран чӗнсе те илчӗҫ. Стручков кабинӑран пӑлханса, савӑнаҫлӑн, лайӑх выляма май килнӗ ача пек хавасланса сиксе тухрӗ. Вӑл, сывлӑхлӑ та нимӗн сиенсӗрскер, пирӗн хӳме урлӑ каҫать. «Мӗн ӗҫ пур ман аннепе? маншӑн атте те, анне те, эс маншӑн эс тӗнчере чи хакли. Тен хакла та сутнӑ пуль. Ун вырӑнне Ярмолӑпа хутшӑнасси-явӑҫасси йӑлтах пӑсӑлса кайрӗ манӑн. Иртнӗ эрнере пирӗннисем Корабельныйне куҫнӑ, тесеччӗ. Эпӗ халех чупса кайса килем те унта, хушса хӑварам; эсӗ Тимофеич, вӗсен япалисене илсе кӗрсемччӗ. Малтанах пурте кулчӗҫ, тет, анчах каярахпа тинкеререх итлеме тытӑнчӗҫ, тет: мӗн ҫинчен ҫухӑрать ку ҫын? Кун пек чухне Сильвер, ман ҫине юн ӗҫекен тискер ҫынла пӑхса, пӑявран туртать… Ыттине эсир пӗлетӗр. Лукашка, хӑйне ҫӗлӗкӗнчен ан паллаччӑр тесе, ӑна хыврӗ те чӳрече айне лӑпчӑнчӗ. — Турӑҫӑм, — терӗ Татьяна, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене мӑчлаттарса, унтан пӳрнисене сурчӑкӗпе йӗпетсе куҫхаршисене якатрӗ. — Хреснӑйӗ тӑрас ҫук, анчах та унӑн хӗрлӗ пиччӗшӗ хреснӑйран та хреснӑйрах. Телейсӗр Том ун ҫине иксӗлми хӑюлӑхпа тинкерчӗ. Шахтӑн тепӗр енче, купол аркки айӗнче, стенаран Лось сӗвенсе тӑрать. Мӗн тумалла-ха, таможня чиновникӗсем патӗнчен епле иртсе каймалла? Тияккӑн алӑкран тухрӗ, игуменпа пӗрле галерейӑ карлӑкӗ патнелле утрӗҫ те, тияккӑн аллисене сулкаласа, пӳлӗм чӳречи енне кӑтарта-кӑтарта, хӗрсе кайсах ӑна темӗн пирки кӑласа пама тытӑнчӗ. Шуйханнӑ Кралич ӑна пӳлӗмре кӗтсе тӑратчӗ. Пурте пӗр хорта тӑраҫҫӗ, анчах кашни чӗре хӑйӗн юррине юрлать. Алексей ӑна тӳрех сисрӗ. Анчах, тирне кам сӗвет? Санька, атя ҫулахаялла. Эмиль ҫеҫ хӗрхенмесӗр кулчӗ. Амӑшӗ каллех пӳлӗме кӗчӗ, Николай Сашӑн аллине чӑмӑртаса калама тытӑнчӗ: — Питӗ аван! Вӑл хыпӑнса сывларӗ те куҫне хупрӗ, каллех куҫне уҫрӗ те, ун куҫӗнче темӗнле урӑ та ытла ҫивӗччи, ҫак еккине янӑ чухне калакан сӑмахсенчен вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетре тӑраканни йӑлтлатса илчӗ. Чӑнах, куршанак пекех ҫыпӑҫать! Управдом, эсир арестленнӗ ҫынпа пыратӑр. Эпӗ килкарти тӑрӑх ҫӳресе, ҫак хӗр хӑйӗн шӑтӑкӗнче пӗччен чух епле тӗлӗнмелле пурӑнни ҫинчен шухӑшлатӑп. Кӗтетӗн-и? Вӑл хӑй юлашкинчен туртнӑ ҫӳхе йӗр ҫине художник пек пӑхса савӑнса тӑчӗ, унтан тата тепре кӑшт сӗрсе илчӗ те лайӑхрах пӑхмашкӑн каялла сулӑнчӗ. Ванюк ашӑк айӗнче пӗр хускалмасӑр выртать. Иван Яковлевич ӑна салфеткӑпа витрӗ, аллинчи кисточкипе ҫийӗнчех янахне те, питне те супӗнлесе, купецсен менелникӗсенче сӗтел ҫине лартакан крем пекех туса хучӗ. — Ну, калатӑп-ҫке — пулман! Мӗнле пулсан та ытла малалла иртер мар-ха. Малалла лӑпкӑн утнӑ май вӑл:— Ҫапла ҫав, хресченсемпе ним тума та ҫук. Пӗчӗк ачасене урапа ҫине вырнаҫтарса лартрӗ те: — Чуптар! — терӗ мучие. Карчӑк шӑппӑн чӑшкӑрнине илтес мар тесе, эпӗ пурне те хӑвӑрт тума тӑрӑшатӑп, анчах ӑна ниепле те килӗштермелли ҫук; вӑл кухня тӑрӑх, хӗллехи тӑвӑл пек, чупкаласа ҫӳрет, ула-ула илсе чӑшкӑрать: — Хуллентерех, шуйттан! Чӗрӗ вутта тивертсе яма санӑн сӑмсу шӑтӑкӗнчи ҫил ҫитеес ҫук. Онбаши тӗлӗннӗ пек пулса пӑхкаларӗ. Джемма Санинран пӑрӑнман, ҫук, пачах урӑхла, яланах Санин ҫывӑхнерех ларчӗ, вӑл мӗн калаҫнине итлерӗ, ун ҫине пӑхкаласа илчӗ; анчах вӑл унпа калаҫасшӑн пулмарӗ, Санин унпа калаҫма пуҫласан — вӑл вырӑнӗнчен ерипен ҫӗкленсе пӗр саманта тухса кайрӗ. Ак халӗ, темле-ҫке, хӑнана кайма ҫӑмӑллӑнах килӗшрӗ. — Эсӗ пӗлместӗн те-и? Эпӗ кукамай аллине чуптӑвас шутпа унӑн кресли патне ҫывхарсан, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те аллине мантилья айне пытарчӗ. Ун пирки ыйтма та кирлӗ мар. Ватӑ негр хӑй пӑхса ӳстерекен шурӑ ӳтлӗ ачана турӑ вырӑнне хурса юратать. — Енчен эпӗ ҫапла тарма хӑйнӑ пархатарсӑр негра тытсан, ӑна вӗҫертмен пулӑттӑм, ҫактарнах пулӑттӑм. Темӗнле сывлӑш яратӑр эсир ман ҫине… Ҫак вӑхӑтра Динго, бортран уйрӑлмасӑр пӑхса тӑраканскер, мӗскӗннӗн уласа ячӗ. Ҫакӑ яланах тӗшмӗше ӗненекенсен кӑмӑлне пусарать. Ҫавӑнпа халь вӑл хӑйӗнчен аслӑрах пек курӑнать, кӑлтӑкӗсем те лайӑхрах палӑраҫҫӗ. Ун аслӑ ывӑлӗ полковник. Кирек мӗнле пулсан та Катька ҫав вӑл! Эпӗ ӑнлантӑм: хам халь ҫеҫ курса тӑнӑ йышши васкавар та кӑмӑлсӑр калаҫусем вӗсен пӗрре кӑна мар пулса иртнӗ ӗнтӗ, ку вӑл лешсен, малтанхисен, тӑсӑмӗ, тавлашусен вӑрӑм черечӗн хыпӑмӗ. Хӗвелӗ пӗлӗтсем хушшинче аташса кайнӑ, хутран-ситрен ҫеҫ вӑл хулӑм пӗлӗтсем витӗр, хӗллехи пек, пысӑк кӗмӗл тумха евӗрлӗ курӑнкаласа илет. Вӑй! Кукамай тӗлӗнсех карӗ. Эпӗ ӗнтӗ иксӗмӗр пачах туссем пулса кайнӑ тесе шутласа тӑраттӑмччӗ. — Давыдов ҫӗнӗрен хӗрсе кайрӗ, ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн юратнӑ «урхамахӗ» ҫине утланнӑскер, тахҫанчченех тата хавхалансах калаҫнӑ пулӗччӗ, анчах Лушка, кун пек калаҫӑва урӑх ниепле те тӳссе тӑраймасӑр, пӳлсе хучӗ: — Ара пӑрах-ха эсӗ тырӑсем ҫинчен калаҫма! Кунта мӗн ҫинчен ҫырнине вулакан часах пӗтӗмпе пӗлме пултарать Хӑмӑр сысна Иван Никифорович прошенине вӑрласа тарни ҫинчен судра темӗн чухлӗ пытарасшӑн пулнӑ пулин те тепӗр куннех пӗтӗм Миргород хули пӗлсе ҫитрӗ. Джон Мангльс та ҫавӑн ҫинченех шухӑшласа хӑйӗн чӗрине ыраттарать. Мэрин кун-ҫулне татма ӑҫтан пултарайрӑп-ха эпӗ? тесе вӑл пӗрре чарӑнмасӑр хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ пек шухӑшлать. Текех Гаррис лаши ҫук ӗнтӗ, чирлӗ ачапа Уэлдон миссиса йӑтса пыма туратсенчен наҫилкка тума та пулать. Ҫавӑнтан сиссе илчӗ те вӑл ку хӗрача Марийка иккенне, вӑл тухтӑра шырать пулсан, темле пит кирлӗ ӗҫпе шырать ҫав ӗнтӗ; хӗрача макӑрни вара темӗнле тытӑннӑ ӗҫ ӑнӑҫманнине ҫеҫ пӗлтерчӗ… Мӗн тӑватӑр-ха эсир ун валли? Павела унӑн сарлака ҫурӑмӗ ҫеҫ курӑнать тата сӑран брюки кӗсьинчен наган аври курӑнса тӑрать. — Мӗн тери тархасламарӗ пуль мана ҫав шуйттанӗ! Кӗме юрамастчӗ пуль ҫав, мӗншӗн тесен Николай Антоныч следователӗн алӑкне уҫрӗ те хупрӗ, унтан, кӑштах именнӗ пек пулса, тенкел ҫине ларчӗ. Щукарь мучи халлапӗ ӗҫ ҫинчен калаҫас кӑмӑла хавшатса ячӗ. Вӑл ҫав вырӑна сулахайри стена ҫинче ҫӗртен виҫӗ фут ҫӳлерех тупрӗ. Эсӗ мана вӗрентӗттӗн, эпӗ вара сана гранат улмин сӗткенне ӗҫтерӗттӗмччӗ. Камӑн мӗн тумаллине эп сире каласа тӑрӑп, тусӑмсем. Жозе-Антониу Алвиш, ватӑлнӑ ҫын, «мсунгу» мар, урӑхла каласан, шурӑ раса ҫынни мар. Унтан Рубцова, мана тата тепӗр пилӗк ҫынна — те тӑшмансене, те туссене — участока илсе кайрӗҫ, кӗрхи каҫан лӑпланнӑ тӗттӗмлӗхӗ пире хастарлӑ юрӑпа ӑсатрӗ: — Эх, тытрӑмӑр эпир ак хӗрӗх ҫӑрттан, Хӗрӗх ҫӑрттан тирӗ пӗр кӗрӗк пулать! Хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче ҫак куна ҫитиччен мӗн-мӗн купаланса пынине каласа пӗтерес ҫуккине вӑл тин сисрӗ. — Чимӗр-ха! — тесе ячӗ Джон Мангльс. Унсӑрах мар ҫав! Марья Васильевна каллех пуҫне сулчӗ. Эсир, сударь, анкӑ-минкӗ ҫын вырӑнне хисепленетӗр пулсан, манӑн конюхпа шайлашнине хакла хуратӑр. Вӑл чуптӑвать мана. Ҫывӑхри тӑвайккинче, сылтӑм енче пулемет усаллӑн тӑкӑртатса илчӗ: тӗл пеме пуҫларӗҫ. Хура Ура йӑхӗнчи индеецсем — сунарҫӑсем тата пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрекенсем пулнӑ. Дик Сэнд йӗри-тавралла тӗсесе пӑхса ҫаврӑнчӗ. Майлӑ вӑхӑт шыраса тупса мистер Джонс кӗске сӑмах каларӗ. Вӑл хӑйне тата хӑйӗн ывӑлӗсене чыс тунӑшӑн тӑлӑх арӑма тав турӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата вӑл ҫапла ӑнлантарса пачӗ: «Кунта тата тепӗр ҫын та пур, вӑл йӑвашшипе…» Тата малалла та, тата малалла та, тата малалла та каларӗ. Мистер Джонс театрти пек эффектсем тума ӑста. Ҫапла кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн чемодан темӗнле хытӑ япала ҫумне ҫапӑннӑ та сулланма чарӑннӑ. Тетка сиснӗ ӑна. Чи лайӑх кедр йывӑҫӗнчен йӑттарса ҫӳретмелли одр тутарнӑ Соломон хӑй валли, кӗмӗл юпа-кашталлӑ, выртакан арӑслан евӗр ылттӑн таянкӑҫсемлӗ, Тирӑн йӗпкӗн-хӗрлӗ пуставӗнчен карнӑ чатӑрлӑ одр. Чатӑрне шал енчен ылттӑн ҫӗвӗ-тӗресемпе те хаклӑ чулсемпе — Иерусалим хӗрарӑмӗсемпе пикисен юрату парнисемпе — илемлетнӗ пӗтӗмпех. Уйра юр ирӗлетчӗ, ҫӳлте хӗллехи пӗлӗтсем ирӗлсе, йӗпе юр ҫумӑр пулса, ҫӗр ҫинелле ӳкетчӗҫ; хӗвел хӑйӗн ҫутӑ кунхи ҫулӗпе вӑрахӑнтарах та вӑрахӑнтарах ҫӳретчӗ, сывлӑш ӑшӑрах пулса пыратчӗ, ӗнтӗ ҫурхи савӑнӑҫ килсе ҫитнӗ пекех, вӑл юри вылямалла таҫта хула хыҫӗнче уйсенче пытанса ларнӑ та часах хулана килсе кӗрес пекех туйӑнатчӗ. Ҫапах та халлӗхе сан общежитинче пурӑнма тивет, ӑнлантӑн-и? — Пит хытӑ вӑрҫнӑ, теҫҫӗ… Ҫирӗп. Уҫланкӑра никам та ҫук. Айртон хӑйне майлӑ кӑшкӑрса ярса, ҫывӑхрах тӑракан икӗ вӑкӑрпе шӗвӗр патаккипе чиксе илчӗ. Вӑл, шарт сиксе, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. — Чимӗр-ха, шуйттан илесшӗ сире! Иван Иванычпа Егорушка кӗҫналӑка уҫрӗҫ те мӑянпа та куршанаклӑ хупахпа ӳссе ларнӑ пысӑк картиш курчӗҫ. Эпир тутар хӗрӗн пӳлӗмне куҫрӑмӑр, старик выран ҫине Ардальонӑн ури вӗҫне ларчӗ те, нумайччен ӑна вӑратнӑ хӑтланса тӑчӗ. Унпа мӗнлерех тыткаламаллине, ӑна мӗнпе юрамаллине никам та пӗлмен. Ӑна тӑраниччен аш ҫитернӗ, вӑл вара алла вӗреннӗ, савӑнаҫлӑ пулнӑ. Берсенев кунта ҫӗр каҫма юлчӗ. — Мӗн эсӗ, Дементий, турӑ умӗнче калатӑп. — Пирӗн мӗн авалтан йӑли ҫапла: ырӑ сунатӑн пулсан, пуҫна та таятӑн, — тивӗҫлӗн тавӑрчӗ Осетров. — Пуҫилле яраҫҫӗ, — терӗ Сизов, ҫӑмӑллӑн сывласа илнӗ пек, — ну, пӗтрӗ, тав турра! Эпӗ хамӑр тӑван ҫӗршывра пӗр упӑте кушак ҫурине ҫавӑн пекех тытнине курнӑччӗ. — Сана итлесчӗ, Алексей Вениаминыч, сана! — кӑшкӑрчӗ темиҫе сасӑ ҫакӑн хыҫҫӑн. Ӗмӗрех эсӗ ҫавӑн пекех калаҫатӑн, анчах кама ҫӑмӑл-ха ун пек каланинчен? Тумтирӗ тӑрӑх та, ытти енчен те вӑл яланах арҫына тивӗҫлӗ йывӑр ӗҫ ӗҫлени палӑрать. — Е, Корчагина, чашӑк-тирӗк ҫӑвакан-и? Амӑшӗ ӑна питӗнчен именсе пӑхрӗ те айӑпа кӗнӗ пек каласа хучӗ: — Эсир каҫарӑр мана! Лукашка калаҫакансем патне пычӗ те юнашар ларчӗ. Эпӗ вӗсенчен мар, тупӑран хӑратӑп. Вӑл ун тутисене ҫунтарнӑ; анчах Санин ӑна ҫӑмӑлах каласа хучӗ. Мӗн пулса иртет унта? Ӑна вӑл кӗпе ҫине дневник ҫырса пыма тата ытти ӗҫсене те вӗрентрӗ. Тӑпра! Анчах эпӗ… пӗлместӗп: мӗн вӑл — телей? Юлай, башкира ампара илсе кай. А эпир, господа, тата кирлӗ ӗҫсем ҫинчен кӑштах калаҫса илер. Апла-тӑк, вӑл ӑҫта пурӑнни ҫапах паллӑ? — Пурӑнать Бойчо, сывах иккен вӑл, аппаҫӑм! Гинкӑна кала-ха эс, вӑл чирленӗ те кайрӗ-ха, те… Вӑл чӗтресе илчӗ те нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗ. — Ку, эпӗ Эквадорта, рудниксенче ӗҫленӗ чухне пулчӗ… — Руда чавакан пулса ӗҫленӗ чухне мар-и? Апоплексикӑллӑ тытамак пулнипе капитан самант хушшинчех вилсе кайрӗ. Пӳртре ларакансем ҫул, тӑрӑх юланутпа килнине ҫийӗнченех илтнӗ, лаша ури сассисем лавка умӗнче чарӑнса, урамра ҫынсем калаҫни ҫӳхе стена витӗр илтӗнсенех, вӗсен чӗрисем ӳтрен татӑлнӑ пек хытса кайнӑ. Иртнӗ ҫулсенче сӑнанӑ тӑрӑх, хӑйӗн ҫивӗт вӗҫне кышланӑ чух вӑл мӗнле интересленнине пӗлеттӗм эпӗ. Е эсир мана пӗтӗмӗшпех ирӗк парӑр, е манӑн ӗҫе хӑвӑр алла илӗр — пӗтӗмӗшпех илӗр! — Музыка! Янӑрат «Персидски марш»… — Чим! Чи аялти галерейӑра темиҫе ҫын пуррине асӑрхарӑм: хӑшӗсем лараҫҫӗ, теприсем ура ҫинче тӑраҫҫӗ, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем вӑрӑм вӑлтасемпе пулӑ тытаҫҫӗ, ыттисем пулӑ тытнине сӑнаса тӑраҫҫӗ. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем ютран килекенсене хирӗҫ тӑраҫҫӗ, кӗрешеҫҫӗ, хӑйсене чуралӑха кӑларакан акӑлчансене кураймаҫҫӗ. Кайран, эпӗ ҫывӑрма кайсан, вӑл та манпа пӗрле ҫуртине йӑтсах пычӗ, мана витсе ячӗ, тӑван анне пекех кӑмӑллӑн пӑхрӗ; мана лайӑх мар пулса кайрӗ, эпӗ ӑна куҫран та пӑхаймарӑм; вӑл манӑн кравать ҫинче ларса тахҫанчченех калаҫрӗ, темиҫе хут та пирӗн Сид мӗн тери лайӑх ача терӗ, ун ҫинчен ниепле те калаҫса тӑранаймасть вӑл, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: ҫухалса кайман-ши, шыва путман-ши вӑл тесе ыйтать манран, тен, вӑл аманнӑ та халӗ ӑҫта та пулин асапланса выртать пуль, тен, вӗлернӗ ӑна, эпӗ акӑ вӑл ӑҫтине те пӗлместӗп тет… унӑн куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ, эпӗ ӑна темиҫе хут та: «Сида нимӗн те пулман, ирхине вӑл киле таврӑнатех», — терӗм; аппа мана ҫакӑншӑн алӑран ачашласа чуптуса илчӗ, ҫав сӑмахсене тата тепӗр хут калама ыйтрӗ, вӗсене илтсен, ӑна ҫӑмӑлрах тет — питӗ кулянать вӑл. Карчӑк шӑпӑрт пулса тӑчӗ. Гусев тепӗр шӑтӑкран лӑпчӑнсах тирӗннӗ: — Сывӑ пул, аннемӗр, пурӑннӑ сан ҫинче, юн нумай юхтарнӑ… — Тум ҫинчен те, ахӑртнех, вӗсем илемлӗ пулсан, калаҫма юрать, — хирӗҫлерӗ Шубин. Пилӗк ҫитӗннӗ арҫын тата вӗсенчен виҫҫӗшӗ — Трелони, Редрэт, капитан кашниех ултӑ футран та ҫӳлӗрех ҫынсем — ку паллах, сахалах мар ӗнтӗ. Тухса кайнӑ ҫак Ермил почтӑна. Хулара вӑл каҫченех ирттернӗ. Киле таврӑннӑ чухне кӑшт хӗрӗнкӗ пулнӑ. — Мӗнле, Лукашка, ҫӳресе тӑрантӑн-и? — терӗ амӑшӗ шӑппӑн. Ҫӗр паман вӗсене. — Кам тетӗр ҫав эсир? Артист-и? — Хӑҫан вӑл вилнӗ? — ыйтрӗ вӑл сасартӑк, сталактичӗсене тата ытла усӑнтарса. Ултӑ ура ӳт тӑрӑх чупнине туйса тӑрса, ҫыртса илесси ҫинчен каламасӑрах ӗнтӗ, пӗрре те хускалса илменни — килӗшӗр — ку хӑйне евӗрлӗ паттӑрлӑх. Ҫирӗплӗх, хӑюлӑх, паттӑрлӑх, хӗрарӑмшӑн пит палӑракан ӑс — акӑ мӗн курӑнать ҫав ҫамрӑк сӑн-питре. Ҫав вӑхӑтранпа вара эпир унӑн ҫуртне упраса-хӳтӗлесе пурӑнассине хамӑр ҫине илнӗ. Вӑрмантан вутӑ сӗтӗрсе пӗр пысӑк купа турӑмӑр, ҫапах та капитан кӑмӑлсӑр юлчӗ. — Ыран эпӗ сире тивӗҫлипе ӗҫлеттерӗп-ха, — терӗ вӑл. — Ах, эсир шикленменнине пӗлетӗп эпӗ. — Эсӗ ҫимен пулас? — ыйтрӗ вӑл хута кӗрсе, ним именӳ-ҫӳҫенӳсӗр. Эпӗ саншӑн тунсӑхласа вилетӗп. Пӗри ача шыва кӗртмелли савӑта вӗри шыв тултарать, тепри, шывне тӗрӗслесе пӑхмасӑрах: «Хоспоти-исусе, ят хунӑ ятпа турӑ чури шыва кӗрет» — тесе илет те, мана вӗри шыва шампӑрт! чӑмтарать, пуҫӑм курӑнмиех путарать… — Эх, алӑ кӗҫтет! — тет вӑл. — Ҫапла, ку ҫав тери аван, савнӑ чунӑм, — терӗ кукамай, ҫакӑн хыҫҫӑн княгиня ман сӑвва итлеме тивӗҫлӗ мар пулнӑ пек, ӑна чӗркесе коробка айне хурса, — ку питӗ лайӑх, анчах калӑр-ха, тархасшӑн, ҫакӑн хыҫҫӑн эсӗ ачусенчен мӗнле ҫепӗҫ туйӑмсем ыйтма пултаран-ха? Филантропсем ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Акӑ камсем ҫинчен шухӑшлас пулать. Хамӑрӑн мӗнпур ӗмӗт шухӑшсене эпир вилнисене пама тивӗҫ мар. Кӗсменпе ишекенсем пӗтӗм вӑйна ишме пикенчӗҫ. Тепӗр ҫур сехет ишсенех вӗсене хӑвалакансем малтанхи пекех аякка юлса пычӗҫ. Женьӑн сӑн-пичӗ тӗксӗмленнинченех халь сада пырса кӗнӗ Ольга кӑмӑлсӑр иккенне лайӑх тавҫӑрса илчӗ хӗрарӑм. Тарҫу пулман пулсан, эсӗ те кашта ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ пулӑттӑн. — Кунтан эпӗ вӑл тухса килнине курӑп, — тесе мӑкӑртатса илнӗ Зеб хӑй тӗллӗн. — Мана мӗн… эп — тахҫанах! Эпӗ вӗсемпе пӗрлех тухрӑм; Базаров хуллен малалла утрӗ, Павел Петрович та ун патнелле сулахай аллине кӗсьине чиксе, пистолет кӗпҫине ерипен ҫӗклесе пыра пуҫларӗ… Эпӗ ун пирки питӗ пӑлханатӑп, ӑҫта вӑл, мӗншӗн ҫавӑн пек сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен… Симурден пуҫне ҫӗклерӗ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине херӗслетсе тытрӗ, куҫӗсене алӑк ҫинчен илмесӗр кӑшкӑрчӗ: — Арестленӗ ҫынна илсе килӗр! Вӑл Феничкӑна хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ те, пуҫне минтер ӑшне чикрӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те, савӑнӑҫлӑ, хӗрелсе кайнӑ Николай Петрович кӗрсе тӑчӗ. Мулсене хӑваласа пыракансем ҫул ҫине ирпе сакӑр сехетре тухма вӗреннӗ, вӗсем ирхи апат хыҫҫӑнах тухаҫҫӗ те, пӗр чарӑнмасӑр кӑнтӑрла иртсе тӑватӑ сехетчен пыраҫҫӗ, Гленарван ку йӑлана пӑхӑнма шут тытрӗ. Пирвайхи кунӗнче ҫулҫӳревҫӗсем каҫ пуличчен шӑп кӑна Арауко хули патне ҫитрӗҫ, вӑл Талькагуано бухтин кӑнтӑр енчи пуҫӗнче ларать. Отряд кун каҫиччен ҫыран тӑрӑхӗнчен каймарӗ. Пӗлӗт татти-сыпписӗр шывланса, йӗрсе тӑчӗ. Вӑл Камышина, Атӑл хӗрринчи типӗ хирти тусанлӑ пӗчӗк хулана аса илнӗ. Фома каллех хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнӑ, ун куҫӗсем хальхинче Медынская куҫӗсемпе тӗл пулнӑ. Ҫӗрӗпех анне патӗнче аппалантӑмӑр эпир, вӑл ир еннелле кӑна тӑна кӗнӗ пек пулчӗ. «Суятӑр эсир, Антон Прокофьевич, унта вӗт вӑл?» — Ак тата! Вӑрҫӑ тӗлӗшӗнчен кӗпер башньӑшӑн усӑллӑ пулман. Ҫав ҫын пирӗн пата килсе кӗнӗ вӑхӑтра эпир ҫапла пурӑнаттӑмӑр та ӗнтӗ. Вӗсенчен кашниех хӑрушӑ ӗҫ пуҫлама хатӗрленеҫҫӗ. Аран-аран лартрӑмӑр ӑна эпир, Катя килти ӗҫе тытӑнчӗ, эпир Петьӑна пулӑшасшӑн пултӑмӑр та, анчах Петя «тутлӑрах пултӑр» тесе чуста ҫине темле концентратсем лартсан, эпӗ тата ҫавӑнта тӑвар вырӑнне кӗпе-йӗм ҫумалли порошок яма тӑрсан, Даша инке сехӗрленсе ҫеҫ тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ палламан ҫыннӑн питне те лайӑхах курма пулать. Говэн ун ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. Пайтахчен ним те чӗнмерӗмӗр эпир; унӑн ҫав тери хуйхӑллӑ пысӑк куҫӗсем манӑн куҫра темӗскер шанчӑк шыранӑ пек пӑхрӗҫ: шуралса кайнӑ тутисем ӑшшӑн куланҫи пулчӗҫ; чӗркуҫҫи ҫине хуҫлатса хунӑ ҫепӗҫ аллисем те ҫав тери ырхан та витӗрех курӑнаҫҫӗ, эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм. Хам эпӗ Тим ялӗнче Курск кӗпӗрнинче ҫуралнӑ, тен, илтнӗ те пулӗ? Тарма май килменни ӑна пӗтерсех хунӑ темелле, йӑлтах халран кайнӑ вӑл, кӗҫ-вӗҫех ҫапӑҫӑва кӗресси ҫинчен шухӑшлани пӑвать, кӑкӑрне хӗсет. Тепӗр чух эпӗ калаҫу хускатма хӑтлансан, вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхаҫҫӗ, хӑйсем чи-чи ансат ыйтӑва та ӑнланасшӑн мар, ҫав вӑхӑтрах тата ман алла чуптӑвасшӑн ӑнтӑлаҫҫӗ — Польша крепостничествинчен юлнӑ кивӗ йӑла. — Ав, куратӑр-и: ҫӗрӗ питӗ хӗсӗк, ҫӗрӗ ҫинче пӗтӗмпе те улпутӑн вӑрманӗ ҫеҫ тата. Чан сасси илтӗнсе кайрӗ. Пӳлӗме Николая илсе кӗчӗҫ. Урамсем улаланчӗҫ, чӗрӗлчӗҫ, пӗр сӑмахпа каласан, йӑлтах урӑх тӗс илчӗҫ. Вӑл ӗнтӗ ман ӗҫӗмсене пӗлсех тӑратчӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кӑшт сӑмах чӗнмесӗр тӑрсан, хӗпӗртенӗ ыр кӑмӑлпа:— Сывлӑхӑр мӗнле? — тесе ыйтрӗ. Его величество эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен темӗн те пӗр илтнӗ те мана пӗрре: хамӑн арӑмпа, ҫамрӑк принцсемпе тата принцессӑсемпе пӗрле эсӗ апатлансан телейлӗ пулӑттӑм, терӗ (вӑл ҫаплах калама кӑмӑл турӗ). Эсир унпа асӑрханарах калаҫӑр, тата ахаль те… Тепӗр тесен, ма тӑратпӑр-ха эпир? — Ҫук, — тесе ҫирӗплетрӗ Паганель. — Атя, Тарӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ Фелим. Мӗн тума чуптумалла? Халӗ уссӑр аппаланма ытлашши вӑхӑт ҫук пирӗн, хӑвӑртрах пӗтермелле. Санатори кухнинче чашӑк-тирӗк ҫуса пӗтерсен, Тая хӗрарӑм пайне, хула Советне каять, унтан ҫӗрле тин килет, ывӑнса, ҫӗнӗ япаласем ҫинчен пӗлсе тавӑрӑнать. Пӗрре ҫапла та пулчӗ, ун чухне вара мӗнпур экипажӗпех пӗрре чикӗленсе кайнӑ яхтӑна урӑх тӳрленессе те шанмарӗҫ. Ачасем хӑйсен пичӗсем ҫумӗнче такам сывланине туйса илчӗҫ те ку ҫӗрлехи усал иртсе кайрӗ пулӗ тесе чӗтреве ерчӗҫ. Мӗн тума кирлӗ вӑл: асӑрхануллӑ пулас шутпа е хисеплесе? — Саня, унӑн ӗҫӗсем ҫав тери лайӑх, юктябрьте шкултан тухать, тесе тархасшӑн ун патне ҫырса пӗлтер-ха. Халӑх вӑл — ӑсран кайнӑ тискер кайӑк пек, мӗне хӗрхенет вӑл? Майӗпенех ҫутӑлса пычӗ, халӑх та ҫӳреме пуҫларӗ. Эсӗ ӑна сӑнаман-и? — Апла! — сас пачӗ Дик Сэнд. Ҫак самантра Софрон калаҫма чарӑнчӗ, татах тепӗр хут хавхаланнӑ пек, улпут ҫине пӑхса илчӗ (унсӑр пуҫне, эрехӗ хӑйӗн ӗҫнех тӑвать), улпутран татах тепӗр хут аллине ыйтрӗ те, малтанхинчен те ытларах нӑйкӑшма тытӑнчӗ: — Ах, эсир, пирӗн аттемӗр, пире ырӑ кӳрекенсем… мӗн каламалли пур! Пайтах чӑнкӑ ҫулпа улӑхмалла пулчӗ. Вӑл хӳме урлӑ сиксе каҫрӗ, сарайне чупса кӗрсе пӑшалне пытарчӗ, вара савӑнӑҫлӑн шӑхӑркаласа пӳрте кӗчӗ. Тин ҫеҫ ҫӗкӗ пулӑ яшкипе хӑналаннӑ улпутсем умӗнче тӗрлӗрен эрехсем тата фруктсем пулнӑ. Тата сана калам, Любовь Сергеевна турра хытӑ ӗненет, Иван Яковлевич мӗнле ҫын пулнине те витӗр курать. «Вырӑс ҫынни те кунти халӑх хушшинче пурӑнсан ҫакӑн пек йӑласене хӑнӑхма пултарать-ши?» — тесе тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ; пӗлейместӗп, чӑнах, тиркемелле-ши ҫакӑн пек ӑса, мухтамалла-ши, анчах вӑл ӑс-пуҫӑн калама ҫук пысӑк пултарулӑх пуррине, вӑл уҫҫӑн та тӗрӗс шухӑшлама пултарнине кӑтартса парать, вӑл вара кирек мӗнле усала та, ӑна пӗтерме май ҫук пулсан, каҫаратех. Линчлас ӗҫе ҫӗрле ирттереҫҫӗ. Кӑнтӑрта ҫапла тӑваҫҫӗ: пӗр ушкӑн халӑх маскӑсем тӑхӑнса пырать те леш ҫыннине ярса тытать. Халь вӑл салтак пек мар, кайӑкра ҫӳрекен сунарҫӑ пекрех курӑнать. Хӑй ватник тӑхӑннӑ, уринче атӑ. Пур ҫӗрте те хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ. Юлашкинчен тӑна кӗчӗ. — Э! Ашшӗ-амӑшӗ кам пулнӑ? Мӗншӗн ҫакнашкал ҫапкаланса ҫӳреме тытӑннӑ вӑл? Ҫакна никам та пӗлмест. Тӗтӗм ҫеҫ тухса тӑтӑр!.. 1711 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче ман каютӑна Джемс Уэлч текен темӗнле ҫын анчӗ те, капитан мана ҫыран ҫине антарса хӑварма хушни ҫинчен пӗлтерчӗ. Юрӗ, тата кам ҫинчен каласа паратӑр? Мала каллех желонерсем сиксе тухрӗҫ те, утса иртессин йӗрне палӑртса, сылтӑм фланга хирӗҫҫӗн тӑсӑлса кайрӗҫ. — Ҫук, Уэлдон миссис, — хуравларӗ Халл капитан. Амӑшӗ кӑртах сикрӗ, хӑйӗн чӑматанне сак айне шаларах шутарса лартрӗ те, пуҫӗ ҫине шел тутӑр уртса, васкасах, хӑй те чупса каясран аран чарӑнкаласа, алӑк патнелле утрӗ… — Белогорск крепӑҫне! — терӗ Пугачев тройкӑна тытса пыракан сарлака кӗлеткеллӗ тутара. Мана хулпуҫҫинчен ҫавӑрса тытса пӳлӗме илсе кӳртрӗ те доцента: — Акӑ — ыйт-ха унтан — мӗн ӗмӗтленет вӑл? Чӑшлатса тӑракан пӑспа пӗркеннӗ вӑйлӑ «ҫӑрттан» ятлӑ паровоз хуллен шуса килет. Шутлав тӑрӑх — ҫӗр километр ҫӳллӗшӗнче аппаратӑн тӳрленмелле те диагональпе — ҫӗр сийнелле вертикальле — вӗҫме пуҫламалла. — …Пӗр сиенлӗ ӗҫ туса илтӗр, граждансем, текех ҫитет ӗнтӗ! — Ырашпӑтри мар вӑл, — чӑмлама чарӑнмасӑр лӑпкӑн пӗлтерчӗ Вася. Пустуй япала пулӗ… — тет те, ҫавна ырламан пек пуҫне пӑркалать. Ҫапла вунӑ минута яхӑн иртрӗ. Ҫакна эпӗ тӳсейми пултӑм. — Вӑл ют ҫӗртен, — терӗ ӑна Талькав, — европеец. Мана тата рулевоя вахтӑран улӑштарчӗҫ, эпӗ брезент айне кӗрсе выртрӑм та ҫывӑрса кайрӑм, анчах часах — мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ — урасемпе тӑпӑртатни тата кӑшкӑрашни вӑратрӗ. — Эсӗ куҫ умӗнче ҫапла кала ӑна! — терӗм эпӗ пӗрре. Юлашки трамвай хӑйӗн ҫӗмрӗк кӗлеткине паҫӑрах сӗтӗрсе иртсе кайрӗ. Унпа питӗ канлӗ, калаҫса ларма та пулать-и, тен. Полозова госпожа хӑйне ытла та ирӗклӗн тыткалани ҫын хушшинче пулкаласа курнӑ Санина та малтанах иментернӗ пулӗччӗ. Кичем унсӑрӑн. Франци ун анлӑ шывӗсем ҫине таянма пултарнӑ, аслӑ та хӑватлӑ Франци вара пӗтӗм ҫӗрпе ҫапӑҫма пултарать. Ҫак условисенче те вӑл никам ҫӗнтерейми пулнӑ. Ача кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ тӑрӑхӗнче пурӑнакан пӗр пуян ҫемьере сӗм ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫуралчӗ. — Нимӗн чухлӗ те. Ун вырӑнне вара вӑл ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле, ҫынпа унӑн аллине вӗреннӗ чӗрчунсенчен таҫта тарса ҫӳрекен тепӗр кайӑка тӗл пулчӗ. Ахӑрнех ку кайӑк часах Ҫӗнӗ Зеланди фаунинче тӗл пулми пулӗ. Вӑл чунсене хӑюллӑ шыравсем тума хавхалантарать. — Мӗншӗн тесен — эп чухӑн… Георгий Ромашов». — Э, савнӑ ывӑлӑм-ҫке! — терӗ Авдотья Васильевна яланхи пекех илемлӗн кулса. Тархасшӑн ан кӳрен: эсӗ астӑватӑн пуль вӗт, Катерина Сергеевна ҫинчен эпӗ яланах мӗнле шухӑшланине. Хӗле кӗнӗ ҫӗре сана ӑшӑ будка туса парӑпӑр, унта тимӗр кӑмака лартӑпӑр, путмар тӑвӑпӑр, кӗлле тӑхӑнма кӗрӗк пиншак, тӑлӑп, ҫӑматӑ хатӗрлӗпӗр. Пурнӑҫ мӗнрен начар? Ҫынҫиенсем кимӗ хӳри патне ыткӑнчӗҫ те ӑна ҫырантан тӗртсе ячӗҫ. Лагутинпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Токарев, хӑйпе Панкратова илсе, хуларан килнӗ ҫынсене ҫула урлӑ выртакан тӗмескене чавнӑ ҫӗре ертсе кайрӗ. Малтан кӑмӑл темле начартарах пекчӗ, халӗ вара тинех ҫӑмӑллӑн сывласа ятӑмӑр. Сестра тухса кайсан, Стручков ун хыҫӗнчен пӑхса куҫне хӗссе илчӗ: — Пит лайӑхскер! Тата ыттисем каварлашаҫҫӗ: «Ӑсран тухнӑ кӗтӳҫе чакӑлта ҫине сӗтӗрсе каятпӑр та вӗри кӳлле пӑрахатпӑр, — хӑй мӗлке пулса тӑтӑрах». Выльӑхсем евӗрлӗ, арлӑх ҫыхӑнӑвне пӑрахмалла, тесе шутлама йывӑр та мар. Хӗрарӑм картсене тӑрӑшса, ним чӗнмесӗр сарса хурса ларчӗ. Ҫӑлтӑрсем сӳнме тытӑнаҫҫӗ, пирӗн пур, станра ҫаплах ярмӑркӑри пек шӑв-шав кӗрлет… — Эсӗ мӗн мана ун пек кӑтартатӑн! — ӳсӗр пуҫпа ҫухӑрса ячӗ Чернявкин. Тархасшӑн мана суйма ан тӑрӑш. Ҫитменнине тата паян, манӑн туй пынӑ вӑхӑтра. Вӑл ҫул тӑршшипех ятлаҫса пычӗ, вӑш мана шел пулнӑ, тата манпа этемле калаҫнӑшӑн эпӗ ӑна ӑшра пит тав турӑм. Кун пек япала ҫинчен ҫырас пулсан, Лафонтенран кая мар пулмалла», терӗ, пуҫ тайса, перламутр тӳмеллӗ ҫын. Эпӗ ӑна хирӗҫ чӗнмерӗм, кулса тӑтӑм, анчах чӗре вӗриленсе кайрӗ. Ҫак аслӑ пухӑвра тата ӗлӗк пӗр-пӗр улпутӑн килти чиркӗвӗнче ӗҫленӗ, ӑна халӗ те чура пек пӑхӑнса тӑракан пӗр капеллан та ҫук-ши? Ҫакӑншӑн — мӗнпурӗшӗн ӑна уйӑха ҫӗр тенкӗ тӳленӗ: вӑл хӑвӑрт ӗҫленӗ, мӗнпур ирӗклӗ вӑхӑтне «турра юрӑхлӑ учрежденисене пӑхса тухас тата тӗпчесе вӗренес ӗҫе» янӑ. Эсир вӑл ҫынна Петер6ургра ӑҫта та пулин курнӑ пулӗ, — терӗм эпӗ ана… Ӗҫсӗр выртни, тулли кӑмӑл, уҫӑ сывлӑш, ӗмӗт ҫитнине пӗлсе тӑни, юлташӗпе пули-пулми ҫинчен калаҫни, юратнӑ хӗрен ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑнарӗ, ҫак тӗрлӗ йышши тата ҫав хушӑрах темшӗн пӗр евӗрлӗрех туйӑнакан шухӑш-кӑмӑл унӑн ӑшчиккинче пӗтӗмӗшле пӗр туйӑм пулса пӗрлешрӗҫ, халь акӑ вӗсем лӑплантараҫҫӗ те, пӑшӑрхантараҫҫӗ те, вӑя та шалтӑрах пӗтереҫҫӗ… Ун патӗнчен эпӗ ӑна кӑмӑллами, килӗштерми пулса тата вӑл чӗререн калаҫни пирки иккӗленсе кайрӑм. Силвио пурӑ илсе ҫӗнӗрен ҫырса лартрӗ. Хӑш чухне ун патне пӗчӗкҫеҫ курпун, пӑрӑнчӑк ураллӑ, шыҫса кайнӑ сӑмси ҫине хулӑм куҫлӑх тӑхӑннӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ, скопец пичӗ пек сарӑхнӑ пичӗпе чеен кулакан чалӑш-чӗлӗш ҫын пыратчӗ. Ҫаплах малалла утакансене сывлӑш та пӑрлӑ тинӗсӗн туйӑна пуҫларӗ; хӗвел ҫута ӑшӑтмасть ӗнтӗ вӗсене, сивӗ кӑна варӗсене витет. — Леш хутсене вуланӑ. Хӗвелтен ытла та аякра пулнипе комета ҫуран утакан ҫынран кӑшт кӑна хӑвӑртрах каять. Вӗсем мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. А эпӗ акӑ атта хыврӑм та ҫарран пыратӑп. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшла эсӗ… Вӑл тепӗр хут та мана куҫран пӑхрӗ, унтан питҫӑмартисене вӗрсе хӑпартнӑ пек туса шавлӑн сывласа нлчӗ. Ҫӗнӗрен пынисем пӗр самантлӑха алӑк умӗнче чарӑнса, ҫывӑракансен кӗлеткисем урлӑ мӗнле каҫса каймаллине пӗлмесӗр тӑчӗҫ. — Хӑть те мӗнле ҫавӑрӑнкаласа ҫӳре, хӑть те кампа туслашса пурӑн, ҫапах та хӗрарӑм патне пыратӑнах, иртсе каяймастӑн, — терӗ пӗрре Натали, вара пӗр темле карчӑк урмӑшнӑ сасӑпа ӑна хирӗҫ кӑшкӑрчӗ: — Ӑҫта каймалла тата? — Пурӑнсан, курӑпӑр унта, — терӗ штабс-капитан: — тупӑшне ӑна эсир те илӗр-ха, батарея командирӗ пулса тӑрсан вӑл та ҫавах пулса тӑрӗ, юлашкине кӗсьене чикӗ, — хушса хучӗ вӑл, Володя ҫинелле кӑтартса. Пӗрене стенасем ҫинче Суздаль таврашӗнче тунӑ пӗр ӳкерчӗк те курӑнмасть; кӗтесре, кӗмӗлпе илемлетнӗ йывӑр турӑш умӗнче, лампадка ҫунса тӑрать; ҫӑка сӗтеле нумаях та пулмасть хырсах ҫуса тасатнӑ; пӗренесем хушшинче, чӳрече янаххисем тӑрринче чупкӑн хӑнкӑласем те, шухӑшлӑ таракансем те пытанса лармаҫҫӗ. Нумайччен утнӑ тата тутлӑ ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн утӑ ҫинче нимӗн тапранмасӑр выртма питӗ кӑмӑллӑ: шӑмшак канать, пит-куҫ ӑшшӑн сывлать, тутлӑ канӑҫ куҫ хупаххисене хупӑнтарать. — Ку камӑн ещӗкӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ватӑрах ҫынран, чӳрече патӗнче ларакан ещӗке тӗллесе кӑтартса. — Пурлӑх валли, — ирӗксӗртереххӗн ответлерӗ ашшӗ. Коперник уйрӑм ҫӑлтӑрсене сахал тӗпченӗ. Чӑн та ӗнтӗ, хупахран упаленсе тухнӑ чух вулӑсри писӑр курчӗ ӑна, тӳпери уйӑх сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ташлакаласа илнине лайӑхах асӑрхарӗ вӑл, тупата уйӑх ташланине куртӑм тесе, ял ҫыннисене ӗнентерме те хӑтланса пӑхрӗ; анчах лешсем ӗненесшӗн пулмарӗҫ, пуҫӗсене пӑркаларӗҫ, ҫитменнине тата хӑйӗнчен кулма тытӑнчӗҫ. Хуньашшӗ горница алӑкӗсене яри уҫрӗ те, алӑк сули урлӑ каҫмасӑрах, сӑмах хушрӗ: — Тухса пулӑшасчӗ сан кӑштах! — терӗ вӑл. Пушӑ хваттерте хӑрамалла ан пултӑр тесе, вӑл унӑн ватӑ ашшӗпе амӑшне чӗнсе, хӑй килӗнче виҫҫӗн пӗрле пурӑнма хушнӑ. Акӑ пӗр вырсарникун, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, кукамай пӳлӗмне учительсемпе икӗ профессор пыраҫҫӗ те аттепе ытти хӑнасем умӗнче университета кӗмелли экзамен репетицине ирттереҫҫӗ, кунта Володя, кукамая хытӑ савӑнтарса, хӑй тӗлӗнмелле лайӑх пӗлнине кӑтартать. — Нумай пулмасть кӑна вӑл ҫапӑҫураччӗ. Венера ҫине лайӑх кӑтартакан телескоп витӗр пӑхсан, унӑн пичӗ ҫинче уҫҫӑн палӑрман пӑнчӑсем пур — пӗрисем ҫутӑрах, теприсем тӗксӗмрех — вӗсем шӑлтах пӗлӗт евӗрлӗ. Унтан хӑй перчеткисем ҫине пӑхса илчӗ те вӗсене хыврӗ. Унашкал шӳтленисене итлеме ватӑлнӑ ӗнтӗ эпӗ, ӗҫӗ те ку маншӑн ытла кӳренмеллескер! Анчах ку япаласене шырамаҫҫӗ ун куҫӗсем. Ҫапӑҫу хирне пӗтӗмпех снарядсемпе минӑсем алтса лакӑмлатса пӗтернӗ. Эх, тӑванӑмсем! Ҫӑра уҫҫисем правленире, манӑн сӗтелте выртаҫҫӗ, факт! Пӗтӗмпе те пилӗк минут ҫеҫ ларчӗҫ, пӗри, ухмахла сӑмах каласа, ыйхӑллӑн анасласа илчӗ, тепри — табак тӗтӗмӗ кӑларса тултарчӗ те тӳрех кӳрентерчӗ. — Вилнӗ, — тенӗ разведчик. — Халь ӗнтӗ нимӗҫсем килессе кӗтсех тӑр! Анчах барометр юпи пӗр чарӑнми анчӗ, февралӗн 22-мӗшӗнче вара Дик Сэнд ртуть юпи ҫирӗм саккӑр тулли те ҫиччӗ вуннӑмӗш дюймран та аяларах пулнине курчӗ. Анчах та, пыр тӗпне капланса пыракан сӑмахсем сасартӑк йывӑрланнӑ чӗлхинчен темшӗн вӗҫерӗнсе тухаймаҫҫӗ. Лашасене кӳлнӗ май Константин лавсем тавра ҫӳрерӗ, ҫаплах хӑйӗн арӑмне каҫса кайса мухтарӗ. Ҫав адмирал Румыни флочӗн историйӗнче чи малтан паттӑр ӗҫ тунӑ, 1878 ҫулта пирӗн Шестаков тата Дубасов ятлӑ моряксемпе пӗрле, туркӑсен «Хаджи-Рахман» ятлӑ мониторне Дунай шывӗ ҫинче путарнӑ. Инкек кӑна… Турӑ-ылханни ҫитрӗ пулинех Болгарие». Гро-Аленпа Жоржетта хавасланса тата ҫав хушӑрах хӑраса аналой ҫинчен йывӑр кӗнекене тӗртсе антарасшӑн тӗрмешекен Гро-Ален ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ. Католиксен святойне ҫавӑн пек чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн, ирландец авалтанпах хисеплекен Вакх текен тепӗр турра кӗл тума пуҫланӑ. Ҫак ырӑ шӑршӑ вара садсенче каҫ тӗттӗмӗ кӑвакарса киличченех, симӗсрех тӗс ҫапнӑ уйӑх ҫап-ҫара туратсем витӗр хӗсӗнсе тухичченех, ҫу хушмашкӑн апат шырама тухнӑ мулкачсем юр ҫине ҫӑмӑллӑн пуса-пуса йӗр туса тухичченех тытӑнса тӑрать. Унтан ҫил ҫеҫенхирти тӗмескесем ҫинче шартлама сивӗпе ӗнсе кайнӑ армутин йӳҫенчӗк шӑршине садсене варкӑштарса килет, кӑнтӑрлахи шӑршӑ-маршӑсемпе тӗрлӗрен сасӑсем таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ. «Ку сӑн вӗт-ха, чӗрӗ сӑн: мӗншӗн-ха тӗлӗнмелле кӑмӑлсӑр туйӑм? Циркри клоуна астӑватӑр-и? Унта кирек кама та хӗҫпе е мӗнпе килчӗ унпа… Вӗсем иккӗшӗ те выҫӑ, вӗсене ӗнертенпе нимӗн те ҫиме паман. Тенорсем вӗсем хыҫӗнчен пынӑ: — Кайрӗ, кайрӗ… Альтман хӑй хӗрӗ умӗнче ун пекех сыхланчӑк пулман. Пуҫне кӑкӑр ҫинелле усса, вӑл, темиҫе сехет пӗр тапранмасӑр, турӑш умӗнче чӗркуҫҫи ҫинче ларнӑ; аллисем ун халсӑррӑн усӑннӑ, ҫурӑмӗ авӑннӑ, вӑл, кӗлтума та хӑюлӑх ҫитереймен пек, нимӗн те чӗнмен. Ҫакна пӗлӗр — ҫылӑхран тарса канлӗн выртаканни мар таса… Ҫинҫен, чарӑна-чарӑна вӗсем саланаҫҫӗ те — акӑ хулӑн сасӑсем тӗттӗмлӗхрен тунсӑхлӑ кӗвӗпе йыхӑраҫҫӗ, — чӗнеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе хавхаллӑн пӑшӑлтатаҫҫӗ, унтан каллех тӗл пулу ҫинчен юрлаҫҫӗ, ҫывхараҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ; пӗтӗмпех — тахҫанхи, тахҫанхи вальс евӗр. Вӑл хаваслӑнах килӗшрӗ, мана хӑйӗн чупкӑчӗ ҫине вырнаҫса ларма пулӑшрӗ, мана тытса пырать, эпӗ урасемпе пӗтӗм вӑйран ҫавӑратӑп, тем пекех тӑрӑшатӑп. Ыран ҫак сехетре ҫыхтарма кил. Эсир, калас пулать, эпосла этем, лирика сире килӗшсех каймасть. Кам пултӑр тата? Ун аллинче Подольски района пухӑнма хушнӑ офицер дружинисен спискисем пулнӑ. Кино-сеанссене халӑх урамӗпех пухӑнать, каҫсерен комендант пӗлтерӗвӗсем ҫине тахӑшӗ кӑмрӑкпа свастика ӳкерсе хурать. — Сунарҫӑ. Икӗ урама чупса тухса, тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӗрсен, вӑл черкескине пуҫтарчӗ те хӳме сулхӑнне ҫӗр ҫине ларчӗ. Пусма ҫинче ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ те Лена ирӗкӗрех аллисене вӗҫерчӗ. Роберт, ахӑрнех, пур енчен те пултаруллӑ ҫын пулма ҫуралнӑ. Ӑна кашниех хӑй пек тӑвасшӑн тӑрӑшать: Джон Мангльс унран моряк тӑвасшӑн, Гленарван — хӑраман чӗреллӗ ҫын, Элен — ыр кӑмӑллӑ аслӑ чунлӑ ҫын, майор — сехӗрленсе ӳкмен харсӑр ҫар ҫынни. Мэри вара — ырӑ тунине хисеплеме пӗлекен тӑвасшӑн. Кунта граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче кӑларнӑ брошюрӑсем, Марксӑн «Капитал», унтах «Железная пята» тата ӑнсӑртран ҫакланнӑ темиҫе кӗнеке. Ҫынни кайран вилнӗ терӗҫ. Пурте ун майлӑ пулнӑ, пурте ӑна мухтанӑ. — Каясшӑн ҫав. — Маркитантка черккине шӑлса тасатрӗ. Майӗпен! — терӗ соборта йӗрке пӑхаканни, вара сасӑсем кӗрлени, вӑрман тӑрринче ҫил вӗрни чарӑннӑ пекех, майӗпен чарӑнчӗ. Халӑх хушшинчен тахӑшӗ хыттӑн кӑшкӑрса яни илтӗнсе каять. Чӑнахах та гагара мамӑкне пухмашкӑн нумай ҫӳреме кирлӗ те мар. Мӗн эсӗ мунчари пекех ҫарамасланнӑ? Апла пулсан уҫӑр эппин… Лушка малтан сиксе тӑчӗ, ун хыҫҫӑн Тимошкӑ. Пӑхӑр-ха. Тепӗр тесен, ыйткалакансене апат юлашкисене пама ыйтса мӑнастир алӑкӗ умӗнче шӑнкӑравлакан йытӑ е леш тепӗр йытӑна черетлӗн кун сиктерсе какай ӑшаламалли тимӗре ҫавӑрса тӑракан, хӑй черечӗ мар чухне ӗҫлеме килӗшмен йытӑсем пирӗн Дингӑран чылай тавҫӑруллӑрах пулӗ. — Кирлӗ мар, эсир айӑплине пӗлсе тӑратӑп. — Тивӗҫлӗн хатӗрленсе тӑмалла! — терӗ комендант, куҫлӑхне хывса, хутне хуҫлатса. — Максимыч! — терӗ ӑна капитанша. — Господин офицера хваттер тупса пар, асту, тасараххи пултӑр. Анчах мӗнле перес-ха — нимӗҫсемпе пӗрле Жигалова та персе вӗлерме пултарать вӗт-ха вӑл? Ут витинче хӑйне евӗр шӑршӑпа пӗрле типӗ утӑ тата хӑмӑт-пӑяв шӑрши сӑмсана кӑтӑкланӑ. Лашасем сырӑшри утта чӑштӑртаттарса, хуллен чӑмласа тӑнӑ. — Ватӑ ухмах эсӗ! — чӑтаймасӑр персе ячӗ юлашкинчен дворник. — Ҫӗнӗ знаксем илӗр. Хӗрӗ ӳссе ҫитет те, ашшӗ-амӑшӗ ӑна качча парать. — Нимех те мар, — терӗ Женя, хӳме ҫинчен сиксе анса, — эпӗ хӑрамастӑп. — Шалти тӑшмана хӑваласа кӑлараймастӑн. Ҫавӑн пекле туйӑнать. Ытти укҫине вӑл, ахӑртнех, ҫамрӑк арӑмӗ валли кучченеҫ илме салатнӑ пулас… Пушӑ енчӗке эпӗ унтах, ҫул ҫине, пӑрахрӑм та хам шырлана сикрӗм — тыт мана! — Хӑйранӑ, Гаррис, анчах урӑх хӑйраймӗ. Эпӗ сире шантарсах калатӑп: чикӗри хурал… Генштабӑн… пайӗнче йышӑнаҫҫех… Ун тавра тӑракансем ҫурма сасӑпа калаҫнӑ, темӗнле асӑрхануллӑн утса ҫӳренӗ. Вӑл чыса епле юратни урлӑ Воропаев ӑна тӗрӗслесе пӑхма шут тытрӗ. — Азиат! — терӗ Яккӑва, ун сӑмси ҫумӗнченех алӑка хупса лартса. — Эпӗ пӗрпеклӗх ҫинчен мар, вӗсен хушшинчи пӗртанлӑх ҫинчен каларӑм… Яланхи, лӑпланма пӗлмен фантази, ялтӑр-ҫутӑ ӳкерчӗксемпе эрешлесе те чечеклесе, ҫав шухӑшӑн мӗнпур тискерлӗхне пӗтӗмпех ирсе, ирӗлтерсе ячӗ. Ҫирӗм пиллӗкмӗш стрелковӑй дивизипе Башкирски утлӑ бригадӑран тӑракан группӑна, Днепр урлӑ каҫса, Ирша станци патӗнче Киевпа Коростень хушшинчи чугун ҫула татма хушнӑ. Вӗсем пире кураҫҫӗ пулӗ тетӗн-и эсӗ? Пӗчӗк флигелӗн тӑвӑр та тирпейсӗр мал пӳлӗмне эпӗ ирӗксӗрех пӗтӗм шӑмшакӑмпа ҫӳҫенсе кӗтӗм, — мана кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ тарҫӑ кӗтсе илчӗ; унӑн пичӗ тӗксӗм, пӑхӑр тӗслӗ, сыснанни пек салхуллӑ та мӑран, пӗчӗк куҫӗсем, ҫамки те, тӑнлавӗсем те пӗркеленсе пӗтнӗ, — эпӗ унашкал тарӑн пӗркеленчӗксем нихҫан та курманччӗ. Алексей пӑлханчӗ. — Мӗне кирлӗ пӳлӗмсем, Алексей Вениаминыч? Ӗҫ вӗсенче мар вӗт-ха? Литературӑпа интересленесси те ҫакӑнтанах пуҫланчӗ, вара, ача тӑхӑр ҫула кайсан, Макҫӑм ӑна пуҫламӑш уроксем пама тытӑнчӗ. Ҫитменнине тата вӑл самант-самантпа тивсе каять, маяк пекех туйӑнать! Анчах урамра вӑл каларӗ: — Атя, Пешков, гостиницӑна, ҫырткалар та ҫитӗ те… Театрта сахӑр заводӗнчи рабочисен духовой оркестрӗ янӑрать. Пурне те йӗркелесе пӗтернӗ хыҫҫӑн Берсенева хваттершӗн малтанах илме ыйтрӗ, унтан аллине пысӑк туя тытса, хӑй вырнаҫнӑ ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тулашне пӑхса ҫаврӑнма тухса кайрӗ. Станцӑра паравус вӑрӑммӑн, ҫемҫен те тап-тасан шӑхӑртрӗ, ҫав ҫӗнӗ ҫемҫе сасӑ вара, оркестрӑн савӑнӑҫлӑ пӑхӑр кӗввипе пӗрлешӗнсе, калама ҫук тӗлӗнмелле, чаплӑ ҫемӗ пулса тӑчӗ. Пушӑ уй-хирте ҫак чӗтренӳллӗ, пӗр евӗрлӗ, шанчӑксӑр салхуллӑ саса кичемӗн илтӗнет. — Хамӑра иккӗмӗш вырӑна лартасси — пирӗн пурнӑҫӑн тӗп тӗллевӗ пулнӑ пек туйӑнать мана. Анчах 64-мӗш номерлӗ полицейски, этем мар вӗт-ха вӑл, номер кӑна, йӑнӑш тумасть, — вӑл субстанци. Унтан урайне пӑхрӗ те темле лӳчӗркеннӗ хут татӑкӗ выртнине курах кайрӗ, ӑна Огнянов ӳкерсе хӑварчӗ пулмалла. — Мурджо мӗншӗн вӗрет? Ырӑ шӑршӑллӑ ҫӑра миррӑна хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем, кӑкӑрӗ, хырӑмӗ ҫине сапса тухнӑ вӑл, хаклӑ тумламсенчен хуть пӗрне те пулин ҫухатасран хӑраса, ҫӑва урисем тӑрӑх, хул айӗсемпе мӑйӗ тавра хӑвӑрттӑн сӑтӑрма пуҫланӑ. — Эпӗ хатӗр, — терӗ улӑп. Конференцин каҫхи ларӑвӗ уҫӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӗсен ҫывӑхри пушӑ вырӑнсенех лармалла пулчӗ. Хӑйсем патнелле пыракан ҫынсем ҫинелле пӑхнӑ май, Рита юлашки ыйту пачӗ: — Сирӗн Корчагинпа вӗренӳ мӗнле пырать-ха? «Салтаксем, — тет вӑл ҫирӗп сасӑпа, паллах, нимӗҫле, — юлташла тархасласа ыйтатӑп сиртен: чӗререн тӗллесемӗр!» Вӑл мӗн хушнине пурте хӑвӑрт тата тӗрӗс туса пыраҫҫӗ. Артур матрос ывӑтса панӑ тумтирпе пӗркенчӗ те йӗпе хӑма ҫинче пӗр хускалмасӑр выртса, хӑй паллакан ҫуртсемпе урамсене тинкерсе пычӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата халӑх сехрине хӑпартакан хӑрушӑ хыпар та ҫитнӗ: ту ҫинчен аннӑ кӗтӳҫӗ Балканра никам та ҫук тесе пӗлтернӗ. Ҫавӑнтах, хӑйӗн умӗнчех, шӑтӑк алтрӗҫ, ҫын вӗлернӗ чӗрӗ ҫынна унта антарчӗҫ, ун ҫине хӑй вӗлернӗ ҫынна хунӑ тупӑка лартрӗҫ, вара иккӗшӗн ҫине те ҫӗр купаларӗҫ. Кантурта икӗ пушӑ пӳлӗм пур. Фома, чӗререн кӳренсе, тутлӑ апат-ҫимӗҫ чӑмлакан ҫуллӑ тутасемпе янахсем ҫине шӑмарса пӑхса ларнӑ, унӑн, кӑшкӑрса пӑрахса, ҫакӑ ятлӑ ҫынсене, вӗсен хисеплӗ тӑн-тӑнлӑхӗ уншӑн паҫӑр ҫеҫ кӑмӑллӑ пулнӑ пулсан та, хӑваласа кӑларас килнӗ. Эпир, сутӑнчӑксемпе нихӑҫан килӗшми ҫапӑҫса, Ленин ялавӗ айӗнче пырса, ҫӗнтерӳсем патне ҫитӗпӗр! Грушницкий мана хирӗҫ тӑчӗ те паллӑ панӑ хыҫҫӑн пистолетне ҫӗклеме тапратрӗ, чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ унӑн. — Эсӗ, Спэнглер, ҫакӑн пирки мӗн шухӑшлатӑн. Вӑл ӗнтӗ манӑн аллӑмра ливольверт пулман пирки ҫапла килсе тухрӗ. Ванюш йӑл! кулса илчӗ. Сарлака хулпуҫҫиллӗ те ҫӳллӗскер, вӑл пур ҫӗртен те сапласа пӗтернӗ сӑхман, таса ҫитсӑ кӗпе, килти тӑларан ҫӗленӗ сарӑрах йӗм, ҫара урине ҫӗтӗк атӑ тӑхӑннӑ… Хальхинче ун пекки пулмарӗ. Ҫавӑн пек хаяр тавлашусем пынӑ минутсенче фабрикант аслӑ Артамонов хӑйӗн намӑсла, хаяр та йӳҫӗк куҫҫулӗсене чарма куҫӗсене ҫирӗппӗн хупса лартнӑ. Мӗн ку? Вӑл ӑна йышӑнма каларӗ, мӗншӗн тесен Туфольд бухтинче темӗнччен ларма мая килмест, Мельбурна ахаль ҫулпа каясси ывӑнтарать, ытлашши нумая каять, тата инкексӗр те пулас ҫук. — Мӗн ӗҫ? Кай, Варькӑ пек будка хыҫне, унтан сана тӳрре тухма ҫӑмӑлрах пулать!.. Ун тӗксӗм ҫуттинче Алексей пӗркеленнӗ питлӗ, вӑрӑм сӑмсаллӑ, хаяр сӑнлӑ пӗчӗк карчӑка курчӗ. Унтан, тепӗр хут эрех тултарса, каллех ӗҫнӗ… Сайра хутра Курьеркӑра — пан улпутсем авалтанах юратакан хаҫатра — пичетленекен реляцисенче чӑрсӑр гаридальдиецсен ячӗсемпе пӗрле унӑн ятне те асӑнкаланӑ. Пансем кайран, пӗррехинче, ҫав Курьеркӑранах Макҫӑм ҫапӑҫу хирӗнче лаши-мӗнӗпех персе анни ҫинчен пӗлнӗ. Ҫын пулнӑ пулсан татахчӗ ӗнтӗ… Ку пур — тӑватӑ ҫулта. — Ой, кума, турӑ хӑтартӑрах ун пеккинчен! Эсир кунта пӗр икӗ кун тӑрсан эпӗ питӗ кӑмӑллӑ пулӑттӑм: ҫак икӗ кун хушшинче ҫыран хӗрне энтомологи енчен тӗпчесе пӑхасшӑн. Яхно сасси янӑраса илсенех, Озеров капитан каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӑшкӑрса ячӗ: — Пирӗннисем! Хӑнӑхнӑ йӑлапа вӑл тул ҫутӑлнӑ чухнех вӑранчӗ, йӗри-тавра, пӑч тӗттӗмре, лутра нарсем ҫинче шинелӗсемпе витӗнсе выртнӑ салтаксем хӑрлаттарса ҫывӑраҫҫӗ. «Тӑхта, хам тухса уҫам! — терӗ те тимӗрҫӗ, хӑйне хирӗҫ пулнӑ ҫынӑн айӑк пӗрчисене шутлас шухӑшпа, ҫенӗке тухрӗ. — Мӗн калас-ха ман сире? Вӗсем ҫав тери пысӑк цирк патне вӗҫсе ҫитрӗҫ. Циркра — шыв тӑп-тулли. — Итле-ха, Олеся, — ҫӗнӗ тавҫӑру йӑлтлатса илнӗ май ыйтрӑм эпӗ, — тен, эсӗ каллех… чиркӳрен хӑратӑн? Тетка унӑн хаваслӑхне ӗненнӗ, сасартӑк хӑйӗн ҫине ҫав пин пит пӑхнине хӑйӗн пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйса илнӗ те, хӑйӗн пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе хавассӑн ӳлесе янӑ. — Разведкӑна Томпа пӗрле кайӑр, эпир сире кунта кӗтӗпӗр. Эс кирек мӗн шутла, Фока Демидыч, эпӗ вир кӗрпи памастӑп. Вӗсем тавлашма пуҫласа ячӗҫ, Людмила хӑйне кичем пулнӑ пек пуҫне сулласа ыйтрӗ: — Анне, вилнӗ ҫынсем ҫӗрле тӑраҫҫӗ-и? Сӑрт хысакӗсем пӗрмаях улшӑнса пыраҫҫӗ. Тинӗс — ывӑнма пӗлмен пӑчкӑ евӗрех, кашни шыв тулмассерен ҫак пӑчкӑ хӑйӗн шӑлӗсемпе сӑрт ҫинче ҫӗнӗ йӗр картса хӑварать. Урӑх ун ӗмӗчӗ те, туртӑмӗ те пулман. — Эй, Том, мӗншӗн эсӗ паллӑ туса пымарӑн? Тав сана, туррӑмӑр, халӗ ӗнтӗ нимӗҫ суйманнине хам та куратӑп». Пуян пурнӑҫ ҫинчен асӑнсан, Марыся та кулса илчӗ, темшӗн Липинцӑри туйсенче — авланакан каччӑран тӑрӑхласа юрлакан юрра асӑнчӗ вӑл: Мӗнле пан-ха эсӗ? Мана, тӳррипе каласан, ҫав хӗрӗн тавҫӑрлӑхӗ нумайччен кӳрентерсе пурӑнчӗ. — Карчӑкран хӑратӑн-им? — Эсӗ ӑна мӗншӗн унта ярасшӑн? — Камран пуҫлар? — ыйтрӗ Давыдов, Нагульнов ҫине пӑхмасӑр. Ҫакна сиссех-и, тен, Юргин сержант Андрей патнелле ытларан та ытларах, пӗтӗм кӑмӑлӗпе туртӑннӑ. — Выҫса ҫитнӗ ҫав эсӗ! Повӗҫе ӗнтӗ «Октябрь» журналта пичетлерӗҫ, Мускавра радио тӑрӑх вуларӗҫ, — ҫав кунсенче, пӗр ирхине ман хваттерте сасартӑк телефон шӑнкӑртатрӗ. — Тепӗри вара? — Иш епле! Пест юнкер барон лини тӑрӑх ҫӳренӗ, чылайччен ҫӳренӗ вӑл унта, хӑй ҫывӑхӗнчи французсенчен ялан: «De quel regiment etes-vous?» тесе ыйтнӑ. — Тӗрӗс, эпӗ ҫапла шутлатӑп. Цоб!.. Вӑй-хална ан хӗрхен, Давыдов юлташ! Давыдов ҫумӗнче вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни, ҫамрӑк йӗкӗт, пушшине шартлаттарса илчӗ те, тӗпри вӑкӑрсем пӗр харӑссӑн туртӑнса малалла утрӗҫ. Ҫилӗн ҫакӑн пек усӑ парас ӗҫӗ ҫултан-ҫул ӳссе пырать. Ҫаврӑнса ӳкнӗ кимӗ кӳлепи уншӑн хӑйне евӗрлӗ ешчӗк пек, ун айӗнче вӑл, тен, пуҫне шывран ҫӳлте тытма пултарӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑвӑрт ӳкнӗ чух сывлӑш ҫил-тӑвӑлӗнче пӳлӗнесрен сыхланса пытанма пултарӗ. Комендант хӑйӗн сахал йышлӑ стройӗ умӗнче уткаласа ҫӳрет. Хӑрушлӑх умрах тӑни — ватӑ салтакӑн чунне калама ҫук паттӑрлатса янӑ. Эпӗ укҫине салатса пӗтерме васкамасан пӗр-пӗр кун атте каялла ҫаврӑнса килет те укҫине хӑйӗн аллипех туртса илет. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара усӑ курмалли те ҫук. Пӗлсех тӑр, яп-яках тасатса пӗтерет вӑл. Австралинчи ҫав пысӑкран та пысӑк юханшыва 1828 ҫулта Штурт шыраса тупнӑ. — Эсӗ хут пӗлетӗн-и? Остапа мухтаса: «аван, ывӑлӑм, аван!» терӗ. Ун пек шутлама пӑрахас пулать сирӗн. Ульяна Ахваткина, хӗрсенчен чи ҫӳлӗреххи, лутра кӗлеллӗ пушмакне чӗриклеттеркелесе, хулӗсене кӗвенте пек авӑнтарса хурса, ташлама тухрӗ. Чӑн та ӗнтӗ, Бенедикт пичче килне Африкӑри хурт-кӑпшанкӑ коллекцине илсе таврӑнни кама тӗлӗнтерме пултарӗ? Вӑл чӑнахах Африкӑра пулнӑ вӗт-ха. — Вӑл арҫын ача ҫине кӑтартрӗ. Вӑл пирӗн иксӗмӗр хушӑмӑрти ӗҫе кӑна пӑсас пулсан, ҫӑва патнеччӗ — пысӑк япала мар ун ҫинчен ху пӗлнӗ пек шутлама пултаратӑн. — Мӗн куратӑр-ха эсир? — тесе ыйтрӑм. — Тинӗсрен ҫӳлелле хӑпаракан темӗн пысӑкӑш шыв юпине куратӑп. Ӗҫе тытӑнма алӑсене ирӗке кӑлармалла-ҫке. Вӑл кӑмакана икӗ вут сыппи пӑрахрӗ, унтан тӳрленсе тӑрса, кӑмака патӗнчи ансӑр алӑкран кӗрсе кайрӗ, алӑкне таччӑн хупса лартрӗ. Вӑт ҫавӑн чух хуса ячӗҫ те хлопцӑсем эсремете, куҫӗсем шӑтса юхчӗринех унӑн… Сасартӑк Яков йывӑҫ ҫумӗнчен уйрӑлса аяккалла ярса пусрӗ, унтан чарӑнса пуҫӗпе сулса илчӗ те кичеммӗн те хыттӑн:— Пире, Ефимпа иксӗмӗре, ҫавӑн пек ҫынсене хирӗҫ тӑратаҫҫӗ-и ӗнтӗ? — тесе ыйтрӗ. Тухтӑр килсе ҫитрӗ, пӑшӑрханса ӳксе, пуҫӑмран чӗтӗрекен аллипе тытса пӑхрӗ, чылайччен куҫран пӑхса тӑчӗ. — Мӗн вӑл «йӑлӑхтарса ҫитермерӗ»? — сыхлансарах ыйтрӗ Юргинӗ. Анчах эсӗ, юратнӑ Джим, вӗсене ан вӗҫерт, вара эпӗ мула санпа ҫурмалла пайлатӑп, сана эпӗ чӑн сӑмахӑма паратӑп, — терӗ. Кулӑ уншӑн чӑн маррӑн, ирӗксӗртен тунӑ евӗр кӑна, йӗплешӳсем — тӳрккӗссӗн, юрлани суян курӑнчӗ. Чӳречисене пирӗн хуҫа, эпир унӑн ҫӑкрине ыйткалакансемпе ӗҫсӗр юлнӑ выҫӑ юлташӑмӑрсене парасран шикленсе, тимӗрлеттерчӗ; хамӑра вӑл пире жуликсем тетчӗ, апата вӑл аш вырӑнне — шӑршланса кайнӑ пыршӑ-хырӑмлӑх таврашсем паратчӗ… — Юман ҫулҫӑ сарса куккук авӑтма тытӑниччен кӗт-ха… Тепӗр тесен, эпӗ халех те хатӗр — калаччӑр кӑна. Дон тӑрӑхӗнче Совет влаҫне сирпӗтер кӑна! — Эсир мана ухмахла пупленӗшӗн каҫарӑр, эпӗ сире чунтан ыр сунатӑп вӗт! — йӑвашшӑн хушса хучӗ вӑл. Кӳлле вӗсем пит шӑппӑн шӑпӑлтатса кӗреҫҫӗ те, унӑн шӑплӑхӗнче пӗр йӗр хӑвармасӑр ирӗлсе пӗтеҫҫӗ. Ҫавӑн пек ӗнтӗ пирӗн вӑхӑтри пурнӑҫ! Ҫапах та эпӗ ӑна юратнӑ чухлех вӑл кӑмӑлсӑрланасран шикленеттӗм. Комиссар ҫине пӑхасшӑн мар пулса, вӑл васкавлӑн ыйтрӗ: — Ну, паян кам ташлать-ха ӗнтӗ? Давыдов пирки калама та кирлӗ мар — хавшак! Пӗр-пӗринпе капла хӑтланни вӑл пӗтӗм ӗҫе пӑсать. Эхе, эпӗ эсир мӗне кӗтнине куратӑп. Акӑ! — терӗ. Вӑл вара алӑк урати ҫине виҫӗ-тӑватӑ укҫа ывӑтрӗ. Инструментсемпе ҫул ҫинче кирлӗ ытти япаласенчен эпӗ хӑйӑр ҫине майласа хунӑ кантӑра пусмасене, вӗренсене, киркӑсене т. ыт. куртӑм. Хӗп-хӗрлӗ питлӗ ватӑ хула пуҫӗ, кӗске мӑйлӑскер, ун ҫине пысӑк тимлӗхпе вӑкӑр пек пӑхса ларнӑ, хутран-ситрен, сӑмаха ҫирӗплетсе хунӑ пек, пуҫ пӳрнипе сӗтеле шаккаса илнӗ. Тепӗр енчен, ҫӗр те сакӑрвунӑ пин кубометр вутӑ пама хушакан задани — вӑл… — кукша пуҫ пӗр самант юрӑхлӑрах сӑмах шыраса тӑчӗ, — вӑл утопи! — ҫапла каларӗ те хӑйӗн пӗчӗк ҫӑварне пӗркеленчӗк тути хӗррисемпе кӳреннӗн пӗрсе хучӗ. Тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ тӗреклӗ ҫын, шӑрт пек тӑракан кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫлӗ, тирпейлӗн касса якатнӑ, сухаллӑскер, вӑл тутисемпе тутлӑн чӑмплаттарса, ман ҫине Раштав умӗн пуснӑ хур ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Анчах Хороводько ӑна куҫӗсемпе паллӑ парать те Корчагинпа пӗрле пӳрте кӗрсе каять. Юлашкинчен, грексен туррисем, эсир ӑна пӗлетӗр, Елисей хирӗ текен садсенче кӑна пурӑннӑ. — Кам патне эс? — тӗлӗнсе ыйтрӗ унтан джентльмен. Хӗр ҫийӗнчех ответлеймерӗ. — Минчо йысна пур. Вӑл ҫывӑрать-ха. Манӑн пӗччен юлас пулать-и-ха? Кӗпертен тӑварахра паромпа, сулӑсемпе, кимӗсемпе тата ахаль ишсе те ҫуран ҫар каҫать. Эппин ӑна мӗнле хӑрушлӑх кӗтсе тӑни ҫинчен мӗнле те пулин халех пӗлтермелле те, ҫӑлӑнса тухма пулӑшмалла. Ҫак пӑхсан куҫа курӑнми пысӑк ҫӗр хӑвӑлӗсем ҫинчен шухӑшласа илме манӑн ӑсӑм та ҫитеймест. Вӗсем вылянӑ вӑхӑтра эпӗ аллисене сӑнарӑм. — Малалла, — терӗ сиввӗн капитан Смоллетт. Вӑл канассине те хӑй халран кайса ӳкнӗ вырӑнсенче ҫеҫ канчӗ, пурнӑҫӑн сӳнме пуҫланӑ хӗлхемӗсем уҫҫӑнрах йӑлкӑша пуҫласан вара, вӑл тӑра-тӑра утрӗ. Вара, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, йӑпӑр-япӑр тенӗ пек, пӗр темле кӗлӗ сыпӑкне хӑй ӑссӗн каларӗ те ҫенӗк алӑкӗ урлӑ ярса пусрӗ. Эп выҫса ҫитетӗп. Вӑл хӑй пирки калаҫман ҫеҫ мар, шухӑшламан та пулас: вӑл пурнӑҫне ыттисене юратсах, хӑйне хӑй хӗрхенмесӗр ҫынна ырӑ тӑвасшӑн тӑрӑшсах ирттерчӗ. Тулӑксӑр япала! Ман шухӑшпа — станци хыҫӗнчи кӗпере ҫӗмӗрсе, ыран ирех чакма тытӑнмалла. Вӑл, садалла тухакан чӳрече умӗнче ниме кирлӗ мар аллисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса, пушӑ куҫӗсемпе пӗр тӗле тӑрӑнса ларакан ватӑ арӑмӗ патне кайнӑ та, унпа юнашар ларса, лӑркама тытӑннӑ: — Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? Ытлашши ана ярса илчӗ кӑҫал! Приказа пӑхӑнманшӑн пӗртен-пӗр наказани пулмалла: хуҫисене те йыттисемпе юнашарах хапхасем ҫине ҫакса вӗлермелле. Кай та шыра! — Ку ҫав тери аван, ӗненме те хӗн… Атьӑр курма! Икӗ эрне ӗлӗкрех ӑна Минька тесе чӗнетчӗҫ, вӑл пирӗн килхушшинче Петька Сковородниковпа рюхӑлла вылятчӗ. Акӑ, куратӑн вӗт, санпа калаҫатӑп эпӗ, эсӗ хӑвӑн ҫулупа, ӑс-хакӑлупа ху тахҫанах пӗлсе ҫитмелли япаласем ҫинчен калаҫатӑп, санӑн пуҫна тӑн кӗртме тӑрӑшатӑп. Вара Тарас Маякин, пысӑккӑн ярса пусса, ашшӗ умне ҫитсе тӑнӑ, сывлӑх сунса аллине тӑснӑ. Ҫывӑхарах ишсе пырсан, ҫӳлте, сӑрт ҫинче, тата виҫ-тӑватӑ ҫутӑ курӑнчӗ. Эпӗ ӑна, мур пуҫне, кӑтартӑп! Салтак чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те Комиссарӑн пысӑк пуҫне ыталаса илчӗ, вара вӗсем, вырӑс йӑлипе, пӗр-пӗрине виҫӗ хутчен хӗреслӗн чуптурӗҫ. «Ҫапла, эхер те эпӗ ҫав хӗре качча илнӗ пулсан, манӑн парӑмсем пулман пулӗччӗҫ, халь вара эпӗ Васильева парӑмлӑ юлтӑм». — Ну, ку пырать! — ырланӑ ӑна ашшӗ. — Яланхи пекех йӗркеллӗ, — м-минут та ытлашши мар, минут та кая мар! Носков пирки шухӑшсем пуҫран тухмарӗҫ, вӑл ӑмӑрланчӗ, хай чирленӗ пек туйрӗ, вара кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, рабочисем фабрика корпусӗнчен тухнӑ чух, вӑл, кантур чӳречи умӗнче тӑрса вӗсене сӑнарӗ, вӗсенчен хӑшӗ социалист пулнине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ. Ҫакӑ чылая тӑсӑлчӗ. Ҫӗнӗ хыпара пӗлсен, вӑл хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, унӑн пичӗ шуралса кайрӗ. Бруно ҫапла каланӑ: «Пурнӑҫ пур планетӑсем ҫинче те пур, ҫут тӗнчере пурнӑҫ вӗҫӗмсӗр улшӑнса пырать, ҫавӑнпа та ҫак хӑйӑр пӗрчи пек пӗчӗк Ҫӗр ҫинче кӑна тӑнлӑ чӗрчунсем пурӑнаҫҫӗ тесе шухӑшлани кулӑшла пулӗччӗ». — Доклад тума ҫавӑн пек сӑн-питпе килсе кӗни — пит те лайӑх мар йӑла вӑл, — терӗ Бородин сиввӗн. Хӗрарӑмсемпе ачасем вӗсене курма пуҫтарӑнчӗҫ. Ертсе пыраканӑн чаплӑ ӗҫне хӑй ҫине илнӗ Болла, Джеммӑна хӑйӗн организацине йышӑннӑ… тата ӑна юратнӑ Болла каланӑ! — Кун пек бухгалтерипе эс часах лавккуна хупӑн, — шӳтлесе каларӗ Марко, енчӗкне кӑларса. Каҫ кӳлӗм пӗр-пӗр ту тӑрринчен пӑхса, Огнянов кӑнтӑр енче пӗлӗт хӗрелнине асӑрхарӗ. — Ытла та мӑшкӑл, — тесе хучӗ майор, — мӗскершӗн эсир, Айртон, ҫав Блэк-Пойнтӑн тимӗрҫне пур лашана та ҫӗнӗрен таканлама хушмарӑр? Хӑйӗн ачасене Мускава илсе каймалла, унӑн тӑмсай гувернанткӑпа ялта юлмалла, тесе шантарнӑ та лешӗ — вӑл ӗненсе пӑрахнӑ; князь арӑмӗ Варвара Ильинична хӑйӗн ачисене ҫаптарнӑ пек хӗнеме хуш эсӗ ӑна, вӑл ҫакӑнпа та килӗшет пулӗ, — терӗ кукамай, хӑйӗн кресли ҫинче йӗрӗннӗ пекрех ҫаврӑнса ларса. Ҫӑрттан мучи тарӑхса ҫилленсе пӑхрӗ, ҫурхи шыв таҫтан, Ӑман ҫырми вӗҫӗнчен юхтарса килнӗ вӗт чулсем хушшинче яп-яка пысӑк чул выртнине асӑрхаса илчӗ. Павлуш сасси инҫетрен илтӗнет. Эпӗ ӑна вӑл мана ҫиленмест пулсан ҫеҫ, хӑй ҫиленес ҫукки пирки шантарса сӑмах панӑ хыҫҫӑн ҫеҫ хамӑн калава малалла тӑсма пултаратӑп тесе ответлерӗм. — Ӑҫтан эп пӗлнӗ кӑна! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса янӑ Фома. Эпӗ сана вӑрттӑн калам, манӑн куртизансем нумай. Арҫын пӗр утӑм аяккалла ярса пусрӗ те пуҫне усса кичеммӗн:— Урӑх ҫапмастӑп… — терӗ. — Малалла! — хушрӗ Огнянов та. Мэри Грантпа унӑн шӑлнӗ ним шанӑҫсӑр пӑхкалама пуҫларӗҫ. — Ӗненӗр ӗнте мана, Гаврила Антоныч, — тесе хирӗҫлет тачкин сасси, — хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, эпӗ пӗлместӗп-и вара кунти йӗркесене. Эпӗ тутӑра кӗсъерен кӑлартӑм та аттене кӑтартрӑм. — Мӗн тума? Ун вырӑнне ура сасси кӑптӑртатнӑ пек пулчӗ. Вара сасартӑк урлашкаран вӗҫерӗнчӗ те ҫӗр ҫине михӗ пек хаплатрӗ. Лашасемпе вӑкӑрсем ӗнер ярса хӑварнӑ вырӑнта ҫуккине курсан, Айртон шалтах тӗлӗнсе кайрӗ. Пуканесем тума, пуҫӗсем хуҫӑласран. — Ҫав пушар тухнӑ яла сирӗн кам каять-ха? Ҫак йывӑр ҫулсенче чӗррисем вилесене хисеплемен… Аван пек-и сире судно? Пӗр вуникӗ анекдот вуласа пачӗ; анчах хавасланакансем сахал пулчӗҫ: пӗр Санин ҫеҫ ячӗшӗн шӑлне йӗрчӗ тата Клюбер хӑй кашни анекдот хыҫҫӑнах ӗҫлӗ ҫын пек мӑнкӑмӑллӑн та кӗскен кулса илчӗ. Утайӑп-ши?..» Аван! — ответленӗ Фома. Вӑл васкаварлӑн пӗр куркине ӗҫсе ячӗ те иккӗмӗшне ӗҫесшӗн те пулмарӗ, темӗнле пӑшӑрханнӑ пек пулса, каллех хапхаран тухса кайрӗ: старике Печорин хисеплеменни кӳрентерчӗ ӗнтӗ ҫинчен тата, хӑй унпа туслӑ пулни ҫинчен мана вӑл иртнӗ кунсенче кӑна каласа парсаччӗ, тата пӗр сехет каялла кӑна вӑл унӑн ятне илтсенех «акӑ чупса килет вӑл» тенӗччӗ. Ҫӗр ӗҫлекен тырпул пухма ҫакӑн пек ҫанталӑк пултӑрччӗ, тет… Ҫамка ҫинчи тар тумламӗсем сӑмса кӑкӗ хӗррисемпе майӗпен юхса анса куҫне вӗчӗлтеттерме пуҫланине халь ҫеҫ туйрӗ вӑл. Вӗсем хыҫҫӑн сӑнама та май пулман. Юлашкинчен, суд ӗҫне халлӗхе ҫав свидетельсӗр те тапратса яма пулать. Татӑлса анаймӑр!.. — Эсир хӑвӑрӑн пурнӑҫа курмастӑр-им, сире мӗнле ҫаратнине, мӗнле улталанине, сирӗн юнӑра мӗнле ӗҫнине ӑнланмастӑр-им? Анчах пӗррехинче вӑл пӑшӑрханса чупса ҫитрӗ те хыттӑн пӑшӑлтатса: «Таврӑнчӗ», терӗ. Хуралҫӑ — Вершинин ятлӑ питӗ ватӑ колхозник — тахҫан сӑвӑр пурӑннӑ кивӗ йӑва тӗмески хыҫӗнче сӑхман витӗнсе выртнӑ. Пусма ҫинче ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Самах май каласан, Дубкова чӑнах тан «un homme comme il faut» теме пулать. Йӗркене пӑхӑнса пурнакан нимӗҫе, вӑл хӑйне хӑй тем вырӑнне шутланӑ пулсан та, пит майлах пулмарӗ. Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джека, кунта «китанда» текен тӑрӑллӑ наҫилкка ҫине лартрӗҫ. — Укҫа нумай илсе килтӗн-и? Хавальдарсем хӑйсен хура пит-куҫне хӑйсемпе пӗрлех йӑтса ҫӳрекен хӗрлӗ минерал ҫӑнӑхӗпе васкавлӑн сӑтӑрчӗҫ те король умне пырса ҫӗре ӳкрӗҫ. Акӑ мӗншӗн эпӗ сире пурне те кунта чӗнтӗм. Фома, хӗрарӑм ҫине пӑхса шухӑша кайса тӑнӑ: — Ак ҫакӑн пеккине сутма килсенччӗ… ман пата. Пӗр енчен лайӑх, мӗншӗн тесен ҫакнашкал чӑтлӑх вӑрманта нимӗҫсем, яланах кил-ҫуртсемпе ҫул таврашне туртӑнаканскерсем, пулма кирлӗ мар. Тата казаксене разъезда яма хушӑр. Виҫе ҫул Ҫамрӑклӑх пӗр кунтах иртсе каймасть, вӑл куна «паян манӑн ҫамрӑклӑх иртсе кайрӗ» тесе календарь ҫинче те паллӑ тума ҫук. — Сирӗн ӑҫталла каймалла? — А-а! — тинех ӑнланса илчӗ нимӗҫ. Кунтан мар пуҫламалла пулнӑ-мӗн. Бубенчиков карчӑксем ман ҫине сиксе ӳкрӗҫ, ҫурӑмран темскерпе ыраттармаллах ҫапрӗҫ. Тӗркелесе хунӑ чечеклӗ тутӑр куписем курӑнакан уҫӑ алӑк патӗнче галунсемле ҫӳхе кӑвак пустав черкеска тӑхӑннӑ лавккаҫӑ-армянин тавар илме пыракансене кӗтсе тӑрать. Вӑл хӑйне хӑй питӗ кирлӗ ҫын пек туять, хӗвелтухӑҫ енчи сутуҫӑ пек мӑнкӑмӑллӑн тыткалать. Каяр! Иртен пурӑнӑҫне ӑнланса илнипе, тӗрлӗрен пӑтравлӑ туйӑмсем пуснипе, ҫӗнӗлӗхе ӗмӗтленнипе вӑл хӑйне пӗр паллӑ чикӗ патне илсе пычӗ, ун урлӑ пӑхрӗ, вара тӗпсӗр вырӑна кӑна та мар, пушӑлӑх… е киревсӗрлӗх курчӗ. — Куртӑр-и? Пӗррехинче, ҫӗрле, пӗве хӗрринче хӑйӗн амаҫури амӑшне курать те вӑл, ӑна тапӑнса, кӑшкӑра-кӑшкӑрах хӑйпе пӗрле шыва туртса кӗртет. Митрий? — тесе чӗнчӗ. Грузчик мала тухасси паллах, вӑл, хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑхне пӑрахсах, хӑйӗн ушкӑнӗнчи «пристань» рабочийӗсене виҫесӗр ҫитӗнӳсем тума хистет. Мана Энскран тухса тарни те аса килчӗ. Мӗн аллусене ҫавӑркалатӑн? — яланхи пекех, хӑй аллинче власть пуррине палӑртса, Лозневой мӗн каланине юри ӑнланса илеймен пек пулса, хыттӑн шавлама тытӑнчӗ Ерофей Кузьмич. Вӗртӗм, вӗртӗм чӗртме хӑтланса, куҫа ҫӳпӗ кӗрсе тулчӗ… Кӑмӑл туличчен чупса ҫӳресен, лараттӑн чей ӗҫмелли сӗтел хушшинче, хӑвӑн ҫӳлӗ креслу ҫинче; вӑхӑт чылая кайнӑ ӗнтӗ, чашӑку ҫинчи сахӑрланӑ сӗте паҫӑрах ӗҫсе янӑ, куҫхупанкисем ҫине те тӑмана пырса ларать, анчах вырӑнтан хускалмастӑн, ларатӑн итлесе. Гусев унталла-кунталла тӗрткеленсе ҫӳрет, пӑхкалать, ҫине-ҫинех анаслать: «Пуян пурӑнаҫҫӗ, шуйттансем, пуян, анчах кичем». Пӗр опытлӑ матрос — лайӑх кӗсменҫӗ, лайӑх ишекен ҫын кирлӗ, ҫав кӗсменҫӗ унти ҫыран хӗррине, бухтӑсем ӑҫта пуррине пӗлмелле. Юланутҫӑсем пурте хуратур урхамах ҫине утланнӑ; ыттисенчен малта пуринчен те маттур, пуринчен те хитре витязь вӗҫтерсе пырать. Унтан малалла кайрӗ. Сизов хуллен кӑна амӑшне чавсинчен тӗртрӗ, вӑл ун еннелле ҫаврӑнчӗ те — унӑн сӑнӗ тулли кӑмӑллӑ та кӑштах пӑшӑрхануллӑ пулнине курчӗ. — Сирӗншӗн телейлӗ тӗлпулу ку, — терӗ вӑл, картузне хывса ун патнелле пырса; картузне Носков салтакла, сӳлти ҫаврашкине сылтӑм куҫхарши ҫинелле авӑнтарса тӑхӑнса ҫӳренӗ, хывнӑ чух вара картуз сӑмсинчен мар, ҫӳлтен тытнӑ. Ҫакӑ вӑл шӑпах аскӑнланма ирӗк илни пулать вӗт. Тӗрӗс мар! Мӗншӗн-ха вара Майданников вӑкӑрӗсем вӑй ҫитереҫҫӗ? — Каҫалапа, хӗвел анас умӗн пӗр-ик сехет маларах. Веҫех каласа паратӑп! Вӑл сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те тата хурлӑхлӑрах малалла калама пуҫларӗ: — Чӑнах та манӑн упӑшка пулас тенӗ пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Эпӗ тӑна кӗрсе ҫитнӗ тӗле костыль ҫак киревсӗр ҫыннӑн хулӗ айӗнче тӑрать, шлепки те пуҫӗ ҫинче. Хӑйпе-хӑй калаҫса пырать: — Уплюнка ир шӑтса тухрӗ — кӑмпа сахал пулать. «Хам тӑшман ҫинчен позов паратӑп, хаяр тӑшманӑм ҫинчен». Тути чӗтремест, сӑнӗ шуралса кайни те палӑрмасть. Эпӗ Джимпа кунта хамӑр кайичченех пурӑнма юлатӑп. Паганельпе майор тавлашнине куракансем, икӗ тус Ноя мӗнле вӑрҫнине итлесе тӑрса, ахӑлтатса ямасӑр чӑтаймарӗҫ. — Мучи, мӗншӗн вӗлерчӗ-ха вӑл? — Пантелейпе юнашар утнӑ май тепӗр хут ыйтрӗ лавҫӑ. — Акӑ — эпӗ хам… Урванцев, Щукин. — Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, хӑнӑхса ҫитеймен-ха эпӗ, — килӗшрӗ Давыдов. Кӗркунне тата манӑн салтака каймалла. Уран планетӑн хӑйӗн уйрӑмлӑхӗсем пур, ҫавсем ӑна Хӗвел системинчи ытти планетӑсенчен уйӑрса тӑраҫҫӗ. Розелли госпожа хӑй «авалхи чаплӑ хулара — Пармӑра ҫуралнӑ. Унта вилӗмсӗр Корреджио ҫырса илемлетнӗ тӗлӗнмелле купол пур». Ҫынсем чупкалама тапратрӗҫ, тӗрлӗ еннелле ыткӑнчӗҫ. Курӑк ӑшӗнчи ҫӗлен пушӑ хирти тигртан усалтарах. Мантӑн пулать! — Хӑйсене хӑйсем лартаҫҫӗ. — Эс мӗншӗн? Эпӗ ҫапӑ-ҫатракаран унашкал щитсем тума шухӑшласа хунӑ та ӗнтӗ… ҫырма-ҫатрасемпе кӗрешмелле, вӗсем ҫуллен-ҫулах пиртен пиншер теҫеттин ҫӗр турта-турта илеҫҫӗ. — Унтан та ытла, ун умне пӗшкӗнсен, эпӗ ҫыннӑн пуҫне касса татнине куртӑм. — Питӗ те пӗлесшӗн ҫунакан йӗкӗт-ҫке эс! — тенӗ ӑна Ежов, ҫак курнӑҫу хыҫҫӑн пӗр-икӗ кун иртсен. Сулӑнкала-сулӑнкала малти кӗтесе иртрӗ те, сӗтел ҫине — ашшӗ пек — чышкине ҫапса, амӑшне:— Апат пар! — тесе кӑшкӑрчӗ. — Ун пирки эпӗ нимӗн те калама шухӑшламанччӗ… Ҫакӑн пек калаҫаҫҫӗ мужиксем Бирюк ҫинчен. Ҫакӑн пек хак параҫҫӗ ӑна вӗсем. Павел Петрович, хӑйӗн пиҫӗ пӗвне кӑштах тайса, ӑшшӑн кулса илчӗ, анчах алӑ памарӗ, ӑна каялла кӗсьине чиксе хучӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗр те хӗрӗн пурӑнӑҫӗпе телейне Терешка кучӗрӑн аллине хӑварар та, хамӑрӑн хӗре юратакан ҫамрӑк каччӑ патне каяр. — Сире тӗллесе переҫҫӗ, командир! — тесе кӑшкӑрчӗҫ те артиллеристсем, факелӗсене сӳнтерчӗҫ. Килте, мӗнле пулсан та, ним те ан пытар. Вӑл, паллах, Яков ку таранччен пӗлнӗ пур хӗрарӑмсемпе хӗрсенчен те лайӑхрах, ӑна вӗсемпе танлаштарма та ҫук; унӑн кӑмӑлӗ ухмахла пулман пулсан, вӑл чӑнахах та лайӑх пулма пултарнӑ. Ҫамрӑк хӗр классен кӗрешӗвӗ мӗнле пулнине куртӑр», — сӗнчӗ ун чух Давыдов Нагульнова. «Мӗн тулалла ӗнтӗ халь?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ, унтан ҫавӑнтах мӗн тумаллине ӑнланса илтӗм. — Пӗлместӗп. Пӗтӗм командӑра эсӗ пӗрремӗш ҫын. Маншӑн кӗнеки кичемлӗ пек туйӑнатчӗ. — Паллах, питӗрме пулать, — тесе ҫирӗплетрӗ Сучок. — Ну, ӗҫсем мӗнле? Кунта вӑл, пӗве карлӑкӗсем ҫинче, шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине итлесе сехечӗ-сехечӗпе ларать, ҫав сасса вӑл фортепианӑпа пит лайӑх сӑнласа пама та пӗлет. — Васька! Юрату! — йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ Ҫӑрттан мучи. Пирӗн балсем, тӳррипех калатӑп, кӑмӑла пӑтратаҫҫӗ, юлашки туйӑмсене типӗтеҫҫӗ… портретра пурнӑҫ, пурнӑҫ ытларах курӑнса тӑтӑр. — Тарас пулать, — шухӑшларӗ Никита, инҫетелле, ҫулӑм ҫурса пӑрахнӑ тӗттӗмелле пӑхса; унта, хӗрлӗрех сывлӑшра, тимӗртен тунӑ пек курӑнакан йывӑҫсем лараҫҫӗ, хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ ҫӗр тӑрӑх, вылямалли теттесем пек, пӗчӗк ҫынсем чупкалаҫҫӗ, вӗсем вут ӑшне ҫинҫе те вӑрӑм пакурсем чиксе яни те курӑнать. Унччен хатӗрленисенчен ҫимелли ним те юлмарӗ ӗнтӗ. Бандея вӑрҫи — хӑрушӑ, анчах Шуан вӑрҫи тата хӑрушӑрах. Майор такан тулашӗнче трилистник палли пуррине асӑрхарӗ те, ӑна Айртона кӑтартрӗ. Эпӗ выртрӑм, пажӗ эпӗ ҫил вӗрсе пӑсӑласран чӳречине тачӑ хупса хунӑ. Пирӗн ракетӑн йывӑрӑшӗ Уйӑх ҫинче ултӑ хут ҫӑмӑлланнӑ, Уйӑхран уйрӑлса тӗнче пушлӑхне вӗҫсе тухма ӑна секундра 2 километр та 400 метр хӑвӑртлӑха ҫитерсен ҫителӗклӗ. Ҫак хӗрлӗпе ҫутатакан планетӑна римлянсем Марс, вӑрҫӑ турри, тесе ят панӑ. Мӗн тумашкӑн? Килте никам та вӑранман-ха. Ҫав тери турра ӗненекен карчӑксем те, кайран тӗлӗкре юнланса пӗтнӗ вилесене куракан, ыйӑх тӗлӗшпе ӳсӗр гусар пекех хытӑ кӑшкӑрашакан ҫав тери хӑравҫӑ ҫамрӑк хӗрсемпе хӗрарӑмсем те унта пымасӑр пулман. Лятьевский каллех хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ, кулса ячӗ: — Пулӗ те. Венгри питӗ пӗчӗк ҫӗршыв пек курӑнчӗ. Павел вара лазаретран урӑх кунта тавӑрӑнас мар ӗмӗтпе тухса кайрӗ. Ҫак вилӗм пирки хытӑ хумханнӑ Ракитина хӑйӗн пӳлӗмӗнче макӑрса ларнӑ, хӑй патне Корчагин пырса кӗрсен те вӑл пуҫне ҫӗклеймерӗ. Дик Сэнд, паллах, ҫыран патне халь хамӑр килнӗ ҫулпа таврӑнма шухӑшламӗ те. Дик Сэндпа Уэлдон миссис малалла мӗн тумалли ҫинчен канашларӗҫ. Вӑхӑта сая ямасӑр халех мӗн те пулин тӑвас пулать. — Шыв айӗнче чулсем ҫук. Халӗ, Челкаш: кордонсем! — тесе пӑшӑлтатсан, Гаврила кӑртах ҫӳҫенсе илчӗ: чун-чӗри витӗр ҫивӗч, ҫунтаракан шухӑш чупса иртрӗ, иртрӗ те хытарса карӑнтарнӑ нервисене сӗртӗнчӗ — Гаврила кӑшкӑрасшӑн, хӑйне пулӑшма ҫынсене чӗнсе илесшӗн пулчӗ… Ҫыран ҫийӗн тем тӗрлӗ кайӑк та вӗҫет. Пуринчен ытла йӗпкӗн хура тӗклӗ, ҫутӑ хӑмӑр пуҫлӑ чӗвӗлти чӗкеҫсем пуҫ тӑрринче явӑнаҫҫӗ. Астӑватӑр-и, эсир мана ҫак ҫырӑва вуласа панӑччӗ! Анчах ҫавӑнтах хӑйӗн служанкине ирхи апатпа шампански илсе килме хушрӗ. Ну, кайӑпӑр-и? — терӗ. Ыран ҫапӑҫу-мӗн пуҫланчӗ-тӗк, пӗтрӗн вара! Чӑн та, Казондене вӑл ярсах илмен-ха, анчах Кассонгӑпа Бие – Алвишӑн унта та факторисем пур — хӑрушлӑхра ӗнтӗ. Яков ӑна, тӑма пулӑшса, кӑвайт патне илсе кайрӗ. Вӗсен тупписенчен хӗрлӗ хӗмсем сирпӗнме пуҫларӗҫ. Мӗншӗн усӑсӑр ҫавӑн чухлӗ юн тӑкмалла-ха? — Каторжниксем таҫта кайса кӗчӗҫ, — терӗ Джон Мангльс. Эсӗ юратса пӑрахнӑ вӗт, Андрей Петрович?.. Кӑнтӑрлахи апат тӗлне Алексея пурте пӗлекен пулса ҫитрӗҫ, пурте ун ҫине пӑхрӗҫ. Анчах Алексей хӑй ӑна асӑрхаман пек пулчӗ. Ӑҫта купец нумайрах… Шӑп та шай икӗ боец валли ҫитмеллеччӗ! Ну, ӗҫер — шампански! — Ҫук, нихҫан та! Базаров ӗнсине хыҫса илчӗ. Европеецсем — кунти вырӑнсенче кирлӗ ҫынсем. Макар шухӑшласа пӑхрӗ те ҫапла каларӗ: — Кӑна эсӗ тӗрӗсех каларӑн. Хӑва ҫумне тайӑнса, шыв ҫинелле пӗшкӗнсе, палламан хӗр тӑрать. Мана ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ та. — Халӗ эпӗ ӑнланма пуҫларӑм ӗнтӗ. Джон Мангльс ӑнсӑртран кӑшкӑрса янипе пурте ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ. — Кам унта лӑркать? — ыйтнӑ Кононов, куҫхаршисене шӑмарса. Хамӑн тумтир мӗншӗн ытла та вараланса пӗтнине суйса ӑнлантарса парас тесе, эпӗ пӗр нихҫан пулман япалана шухӑшласа кӑлартӑм; ун ҫинчен асӑнма та кирлӗ мар. Сулахай аллин тӳртне пуля тивсе аркатса тӑкнӑ. Ҫиччӗмӗш кругра та Денни хӑйӗн мелӗпех ҫапӑҫнӑ. Намӑс пулнипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ юлташсем ҫине куҫхаршисем айӗн пӑха-пӑха илсе, эрехе эпӗ сӗннипе илмен пулсан та — эпӗ хама тӗне вӗрентекене хирӗҫ усал ӗҫ тунӑ ҫын пек туйрӑм, ӑна чунран шеллерӗм. Касторка ҫӑвӗ, карболка, бор кислоти те йод пурччӗ манӑн. Мӗн тӑвӑп тата? Иртнисем ҫинчен, ҫулӑмлӑ ҫулсем ҫинчен тата паянхи туслӑх, кӗрешӳ, хаваслӑх ҫинчен юрларӗ купӑс. Пӗчӗк пӳрт патне илсе каякан ансӑр сукмакпа пынӑ чух тӗл пулнӑ хура тумлӑ старик, кӑвакарнӑ ҫӑра куҫхаршиллӗскер, мана мӗн кирли ҫинчен ыйтрӗ. — Ыран содора кайса килес тетӗп… — терӗ Христофор атте. Ҫумӑр ҫаплах чарӑнман-ха. Пичче хӑвӑрттӑн та патваррӑн утса, малтан пырать. Эсир аттене курасшӑнччӗ-и? — Ах, маншӑн хамшӑн та асаплӑ-ҫке ҫакӑ, чунӑмҫӑм, хаклӑскерӗм, ман ҫепӗҫӗм! — Эсир ҫав ҫынна палларӑр-и? Карл Иваныч малтан табакне шӑршларӗ, сӑмсине шӑлчӗ, пӳрнисемпе шаклаттарчӗ те вара тин мана ҫулӑхрӗ. — «Лузиада», — терӗ Паганель, — чаплӑ эпопея, ӑна… — «Лузиада»?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Усӑ пулни кӑна мар, вӗсене пӗлмеллех пулнӑ ҫав. Ҫавӑн пек намӑс курнӑ хыҫҫӑн? Эсир, ненько, шӑп та лӑп куҫранах лектертӗр. Ох, ҫылӑхсем, ҫылӑхсем! Эпӗ, тӑванӑм, Лодыжкин та мар, мещчен те мар, эпӗ Иван Дудкин ятлӑ хресчен. Кухньӑран йӗтӗр йӑтнӑ негр хӗрарӑмӗ васкаса тухрӗ: «Чарӑн, Тигр! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Мушка, халех кунтан тасал! Пурте кунтан кайӑр!» — малтан пӗрине, унтан теприне йӗтӗрпе ҫапрӗ вӑл; иккӗшӗ те ҫухӑра-ҫухӑра тарчӗҫ; вӗсем хыҫҫӑн ыттисем те утрӗҫ вара, анчах тепӗр самантранах вӗсенчен ҫурри каллех мана сырса илчӗҫ — хурисене пӑлтӑртаттарса вылякалама хӑтланаҫҫӗ. Огнянов ури ҫӗре тивнине сисмесӗр малалла чупрӗ. Анчах ССР Союзӗнчи национальноҫсен, пӗтӗмӗшлӗ интересӗсемсӗр пуҫне, тата нациллӗ уйрӑмлӑхсемпе ҫыхӑнса тӑракан хӑйсен уйрӑм, спецификӑллӑ интересӗсем пур. — Ҫӗткеленет. — Кайсам, старик, турӑ пулӑштӑр сана! Унтан тӗксе ярса тата салхун хушса каларӗ: — Кунта сан валли вырӑн мар! Эпӗ яланах хам мӗн шухӑшланине каланӑ пек туйӑнать мана. — Ан та шырӑр! — кӑшкӑрчӗ ӑна старик хыҫалтан. Елена кӑтра пуҫне хавассӑн сулса илчӗ. Сухалне аллипе пуҫтарса тытса, такама куҫ хӗскелерӗ, чеен кулкаласа, мӑшкӑлчахлӑн калаҫма пуҫларӗ. — Эсӗ ҫӗр ҫине, ҫӗр ҫине вырт Давыдов? Ҫакнашкал сивӗре пӗр шинельпе хӑваласа кӑларнӑ та, халь акӑ мулкач пек сиккелесе ҫӳрет, туртмалли ҫук пулсан, чӑнахах та ниме те юрӑхсӑр ӗнтӗ», тесе шухӑшлать красноармеец. — Вӑл ӗнтӗ?.. — Мана Лӑпкӑ океанӑн пӗр пушӑ утравне антарӑр та, пирвайласа мӗн кирлине анчах парса хӑварӑр. Эпӗ, вӑхӑт ӗнтӗ, тесе шутлатӑп. Ҫутӗҫ комиссарӗ — хыткан та яштака учитель Чернопысский. — Хатӗр! — кӑшкӑрчӗ сквайр. Боевой охранени вӗсене вут-ҫулӑмпа кӗтсе илнӗ-мӗн. — Ҫапла ӗнтӗ… — терӗ те вӑл, унӑн куллинче темӗнле савӑнӑҫлӑ сӑмахсем ҫуралчӗҫ. Ун лашин кайри урисем патӗнче, ула-чӑла ҫӑмха евӗр явӑшкаласа, сунар йыттисем чупса пыраҫҫӗ. — Калӑр-ха, — ыйтрӗ Елена, — сирӗн юлташсем хушшинче чаплӑ ҫынсем пулнӑ-и? (Аминь!) Уксах-чӑлаххисем, суккӑррисем, аманнисем, килӗр! Палуба ҫинче пӗр пассажир та юлмарӗ. Пӗтӗмпех ҫав тери ансат, ҫӑмӑллӑн пулса тухмалла пекчӗ, мӗншӗн тесен Евреинов вунтӑххӑрта пулнӑ тата унӑн чӗри питӗ ырӑччӗ. Хапхисене те, кантӑкӗсене те питӗрнӗ. Унта та лӑпкӑ пек туйӑнчӗ. Половцев унтан икӗ утӑмра чарӑнчӗ, аллине ҫав тери ывӑннӑ чухнехи пек ҫӗклерӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса илчӗ; унтан алли, вӑйсӑрскер, ленчешкескер, аялалла шуса анчӗ. — Вӑл хӑш енче? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Тинӗс лӑпкӑ тӑрать, «Испаньола», хӑшпӗр вӑхӑтра сӑмсипе хум ҫине касса кӗрсе, малалла ыткӑнать. Ҫулла вӗсем кӑштах ирӗлеҫҫӗ, хӗлле ҫӗнӗрен хулӑнланса пыраҫҫӗ. — Тӑххӑрӑн, вӗсенчен иккӗшӗ хӗрарӑм. Лушин кунне икшер хут килсе каять, анчах нумай лармасть, юлашки хут курса калаҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ унран шикленетӗп, ҫав хушӑрах ӑна килӗштеретӗп те. Мӗн тумалла-ха? Майор питӗ лӑпкӑн ишет, аллисене пӗтӗм вӑйпа виҫеллӗн танлаштарса малаллах кайса пырать, ун ҫине пӑхсан, ишме вӗрентекен учитель те ӑмсанма пултарӗ. Лере, стена леш енче, ку ӗҫе хӑш вӑхӑтра тӑвассине пӗлеҫҫӗ, уголовнӑйсене шав тума ыйтаҫҫӗ е хӑйсем шавлаҫҫӗ, тарас текенсем ҫав вӑхӑтра пусма тӑрӑх стена урлӑ — пӗрре, иккӗ сикеҫҫӗ те — ӗҫ пулчӗ те! Хаваслӑн шӳтлесе кулкаланӑ май, ҫамрӑксем унта хӑйсен пӗлӗшӗсен хушамачӗсене те асӑрхарӗҫ. Старик чӗмсӗррӗн пӳлӗм тӑрӑх ӑшталанса ҫӳренӗ, хӗрӗ ыйтнине хирӗҫ типӗ, кӗске сӑмахсем ҫеҫ ывӑтнӑ, юлашкинчен:— Ан ҫулӑх! — Акӑ, пӑх! — Шӑпӑрт! — кӑшкӑрчӗ Майданов французла, ку чӗлхене япӑх пӗлет пулин те. Сыхланарах ӗҫлес пулать», — шухӑшлать Жухрай. Мӗнле хулӑмӗ пур халь унӑн? Шухӑша кайнӑ Говэн пӗшкӗнсе шлепкине илчӗ. «Надеюшиеся на господа яко гора Сион… Шухӑшлама та кулӑшла, пӑхма эпӗ халь те ача, тейӗн: питӗм шуранкарах, ҫапах вӑл таса-ха, кӗлеткем ҫепӗҫ те яштака, ҫӑра кӑтра ҫӳҫ явӑнать, куҫсем ҫунаҫҫӗ, юн вӗрет… Пирӗн умра ҫырмасем ҫурса пӗтернӗ, ҫеремленсе ларнӑ начаркка уй пӗр виҫӗ ҫухрӑма сарӑлса выртатчӗ: ӑна вӑрман тата Хусан трактӗнчи хурӑнсен йӗрки картласа ларатчӗ. Старик чӗтренсе илчӗ, янаххине галстукӗ патнелле усса Санин ҫине пӑха пуҫларӗ. «Ах, мӗнле асаплантараҫҫӗ!» куҫӗсене хупса, тепӗр енне ҫаврӑнса тӑрса тата макӑрнӑ чухнехи пек чӗтресе кӑшкӑраҫҫӗ вӗсенчен нумайӑшӗсем, анчах хӑйсем тепӗр чухне нумай пӑхса тӑраҫҫӗ. Алексей хай куҫӗсем умӗнче хӑвӑрттӑн ӳссе пыракан ют самолётсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӗ, шлем наушникӗсенчи янравпа шавсӑр пуҫне нимӗн те илтмерӗ. Кӗленчисене тупрӑмӑр. Вӑл калать: ССР Союзӗн Аслӑ Совет президиумӗн председателӗн заместителӗсен шутне 11 тарана ҫитерсе, кашни Союзлӑ Республикӑран пӗр заместитель пулмалла пултӑр, тет. — Вӗсем, технорукпа иккӗшӗ, эпир пынӑ ҫӗре кирлӗ пеккисене хатӗрлесе хума ӗнерех дрезинӑпа кайрӗҫ. Мая приказчик та, пирӗн кӳршӗ те ҫавӑн пек сутакансене пит хытӑ асӑрхаса тӑратчӗҫ, вӗсене пӗр-пӗрин аллинчен ярса илме тӑрӑшатчӗҫ; авалхи япаласене темиҫе тенкӗ е темиҫе десятка парса илсе, вӗсем ҫавсене ярмаркӑра пуян староверсене темиҫе ҫӗршер тенкӗ сута-сута яратчӗҫ. Ку кӗрешӳ пурнӑҫшӑн пырать. Анчах, тимӗрҫӗ лаҫҫи патӗнчен иртнӗ чух, эпӗ Таранчикӑн малти сулахай урин таканӗ тахҫанах лӑнкӑртатма пуҫланине аса илех кайрӑм та, лашана ҫӗнӗрен таканлаттармашкан чарӑнтӑм. Аламо ҫумӗнчи пӗччен кил-ҫурт ҫинчен асӑннине илтсен, кашни хутах Луизӑн пуҫне темле лайӑх мар шухӑшсем пыра-пыра кӗнӗ. Маркизӑн хытӑ чӗри парӑнчӗ. Вӗсем, пурте тенӗ пекех, ӗҫлӗн, тимлен тинкерсе калаҫса ларнӑ, вӗсен калаҫӑвӗнче темӗнле хӑйне уйрӑм сӑмахсем йӑлтӑра-йӑлтӑра кайнӑ. Эх, аннеҫӗм, питӗ аван-ҫке! Тӗрлӗрен телей те генерал арӑмӗн чинне патӑрччӗ ӑна турӑ. Пӗтӗмпех пулать. Эпӗ ниепле те кӗтсе илейместӗп пуль ӗнтӗ! — Эпӗ, анне, буржуйсене тӗнчипе пӗтерсе ҫитериччен хӗрсене ачашламастӑп тесе хама-хам сӑмах панӑ. Вӑл темӗнле пӳртум патне пырса лӑпчӑннӑ та, хурлӑхлӑн макӑрма тытӑннӑ. Гейка ӑҫта? Вӑл аслӑ Денни патне пусма илсе пынӑ сурӑх евӗрлӗ кӑна пулнӑ. Сломан. Мӗн ҫунма пултараканни пурте ҫунса кайнӑ, мӗн юлни ҫур пус та тӑмасть. Сывӑ пулӑр, Петр Андреич. Чӑтлӑх хӗрринерех пырса, ҫын лашана йыхӑрма пуҫланӑ. Динго юнланнӑ ӳт татӑкӗсем патне тупса пырса хаяррӑн хӑрлатрӗ. Афанасие каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне чӳречерен персе вӗлертӗм. Тархасшӑн, ан тӳртмеслен! Ҫак замок Габсбургсен аллинче пулнӑ, Австро-Венгри императорӗсен йӑхӗнчен тухнӑ хӗрӗх ҫулхи герцог Иозеф, кукша пуҫлӑскер, сайра та япӑх сӑрланӑ сухаллӑскер, шатра сан-питлӗскер, Горевӑна замокри пӳлӗмсене кӑтартса ҫӳрет. Анчах, хумханса кайнӑскер, эпӗ нӳхреп алӑкне уҫма мантӑм та унта юр купалантарса лартрӑм. Вӗсем хушшинче санӑн парӑнтарас килнӗ ҫамрӑк плантаторсемпе офицерсем те пулаҫҫӗ. Артур тенкел илсе килчӗ те пӑтаран уртӑнса пӑхрӗ, пӑта шанчӑклах пулман. Кометӑсем ҫӗнӗрен пулса каяс мар пулсан, вӗсем тахҫанах пӗтнӗ пулӗччӗҫ. Вутӑ ҫурас тетӗп. Эпӗ сире ӑна ҫирӗм пуспах паратӑп. — Гут морген, геноссен. Манӑн челнок ӳпне ҫаврӑнса кайӗ те, эпӗ вара шыва путӑп. Эпӗ чарӑнтӑм та, кӗтсе тӑма пикентӗм. Ҫав Пурехри Кирилле пек ӗмӗрлӗхех вӑрманалла пӑрахса кайни вӑл мана пит лайӑххӑн туйӑнать. Шкултан чи кайран тухакансенчен пӗри Давыдов пулчӗ. Анчах ку тавҫӑру та тивӗҫтерсе пӗтереймест мана: ӑҫтан пулма пултарайӗ-ха, чӑнах та, вӑрман варринче ӳснӗ ахаль хӗрӗн ҫакнашкал ытла та чӑкӑлтӑшлӑ мӑнаҫлӑх? Ҫакна пурне те пӗтӗмпех ӑнлантарса пани кирлӗ, Олеся вара, уҫҫӑн калаҫма май пур ҫӗртех, ун пеккинчен ҫине тӑрсах тарма, пӑрӑнма пуҫларӗ. Нарта ҫинче кимӗ. Кимӗ ҫинче — япаласем выртаҫҫӗ. Кӗске пӳрнисемпе Алексей урисене хыпашланӑ май, вӑл пӗрехмай тӗпчерӗ: — Ыратать-и? Вӑл хӑй мӗн курнине Беккирен пытарнӑ. Медынская хӑйӗн кӗмӗл саслӑ куллипе ехӗлтетсе янӑ, ӑна кура Фома та тӳсеймен, кулнӑ. Мунчи те ҫук! — Хавас! — Ҫамрӑк, государь. Хӑйӗн тусӗсене пытарнӑ хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи вӑйран ӳкрӗ, паллама ҫук улшӑнчӗ: ҫынпа хутшӑнма, калаҫма пӑрахрӗ вӑл, ӗлӗкхинчен те ытларах юншахлама пуҫларӗ… — Хӑтӑлаймастӑн! Эпир колхозра сахалӑн пулнӑшӑн мар, эсӗ улшуҫла хӑтланнӑран юхӑнтӑмӑр. Сутӑн илнӗ япаласемшӗн укҫине никам та ҫав кунах тӳлеме тивӗҫлӗ мар, ку шульӑксем вара укҫа иличчен тухса кайма шутламаҫҫӗ-ха; эпир ҫак суту-илӗве пӗтӗмпех пӑрахӑҫламалла туса хутӑмӑр, вӗсем нимӗнле укҫа та илеймеҫҫӗ. Калама ҫук хӑрушӑ тӗттӗмлӗх. — Эпӗ нимӗн те мар, — хӑрӑлтатса илчӗ Андрей. Килкартинче сасӑсем илтӗнчӗҫ те алӑка шаккмасӑрах уҫса ячӗҫ. Говэн та пӑшӑрханма пуҫларӗ. Ҫапла, калаҫу пӗтрӗ те, кайрӑм эпӗ, манӑн паян района кайса килмелле-ха. Тен, ку медицина енчен илсе пӑхсан, ӗненмелле те мар пулӗ, вӑл ҫак ҫулсенче ватӑлма мар, ҫамрӑкланса кайнӑ, каллех ҫӳлӗ, хаваслӑ, сухаллӑ тухтӑр, ялта пире йӑмӑкпа иксӗмӗре ҫӗрулмине патак ҫине тирсе пӗҫерме вӗрентнӗ тухтӑрах пулса тӑнӑ. Ҫук, манӑн ӗмӗрех ҫав хам курайман салтак шинелӗпе ҫӳренӗ пулсан, лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ, вӑлах сире ман ҫине ҫаврӑнса пӑхтарнӑ пулӗ… — Чи малтанах, эпир хамӑр тытӑннӑ ӗҫе малалла тумалла, мӗншӗн тесен пирӗн каялла чакас ҫула касса татнӑ, — терӗ мистер Смоллетт. Сукмак тӑрук кукӑрӑлса кайнӑ ҫӗрте вӑл чӗлпӗре туртӑнтарса лартать те малалла каяс-ши е каялла вӗҫтерес-ши тесе иккӗленсе тӑнӑ пек туйӑнать. Вӑл хӑй те, вӗсем ҫинелле тӳртен пӑхса, ҫиллессӗн, чӗмсӗррӗн тӑнӑ. Хӗвел каҫхи тӗтрене, арланӑ йӗпе ҫип сарнӑ пек, тусен кӑнтӑр аяккисене сарса хучӗ те типӗтсе ячӗ. Вилӗмрен хӑраманнисем вагонсенчен чупса тухрӗҫ. Йӗри-тавра шӑпах, пушӑ хирти пек тата тӗлӗкри пек темле ӗненмелле маррӑн туйӑнать. — Чим-ха, — тет ӑна амӑшӗ, — эпӗ сана тата тепӗр татӑк ҫӑкӑр парас терӗм-ха. Тӗрӗссипе, вӑл хӑйӗн ремеслине пӗлерех парсан, — ку ниме те пӗлтермест. — Эпӗ пӗр сӑмах ҫеҫ каларӑм: сирӗн ӗҫе ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе вӑл мӗнпур вӑйне хурать, терӗм. Вӑл шутсӑр эрех ӗҫетчӗ, анчах нихӑҫан та ӳсӗр пулмастчӗ. Итлӗр-ха эсир… Манӑн эсир чирлесе выртассине пӑртак илемлетес килсе кайрӗ. Халл капитан чӗмсӗррӗн чӗрнисене кӑшларӗ. Пӗлмен ҫав, ахалех казаксене валеҫсе патӑм, атту сана илсе килсе параттӑмччӗ. Джим сике-сике тӑрса: «Акӑ вӑл, Кейро», — тесе кӑшкӑрмассерен, манӑн чӗре карт! сиксе илет, ҫав тӗлте чӑнах та Кейро курӑнса каяс пулсан, эпӗ куляннипе вилсех выртмалла. Унӑн ҫӑварӗнчен уйрӑм сӑмахсем туха-туха кайнине итлесен, унӑн чӑнах та ҫавӑн пек шухӑшсем пулнӑ темелле. — Ӑҫтан тупнӑ эсӗ ку пакура? — ненецла ыйтрӗ тухтӑр. — Воропаев унӑн пӑлханӑвне тавҫӑрса илеймерӗ. Кӑна вӑл тӗрӗс каланӑ. Ҫапла ӳсӗрнӗ пек сас пулнӑ чух тупӑ ҫурӑлса кайнӑ иккен, тимӗр ванчӑкӗсем ҫаплах тухса ӳкнӗ, вӗсем тупӑран ик-виҫ утӑмран ытла та сирпӗнмен. — Ҫапла, — хута кӗчӗ Женя, — эсир ун ҫине ан кӑшкӑрӑр. — Ҫитӗ, йӑлӑхтартӑн! Мӗнле капла эсӗ? Ҫитеймерӗн курӑнать. Вара Юргин ун патнелле каялла ҫаврӑнса пычӗ те, куҫӗсене хӗссе, хӑй сасси пек те мар, урмӑш сасӑпа:— Эсӗ мӗн — юлас тетӗн-им? — тесе ыйтрӗ. Ҫак самантрах леҫник кӗчӗ, сак ҫине ларчӗ. — Тӗлӗнмелле. Акӑ вӗсем Миссисипи ятлӑ юханшыв урлӑ каҫрӗҫ, ятне вӗсем каярахпа тин пӗлчӗҫ, вӑл Варта шывӗнчен пӗр виҫӗ хут сарлакарахчӗ, вара ҫӗрле, пит кая юлса, Литль Рока ҫитрӗҫ. Кӗттерсе ывӑнтаракан ҫак каҫ сехет хыҫҫӑн сехет иртсе пырать. Пӑхаҫҫӗ хайхи, кушак вырӑнне пӗҫернӗ панулми пек пӗркеленчӗк питлӗ карчӑк тӑра парать. Пӗкӗ пек авӑнчӑк хӑй, сӑмсине янахӗ мӑйӑр катмалли хыпкӑч пек. — Тӑхта-ха эсӗ, маларах кайсан акӑ, пӗрре ҫеҫ мар ахлатса илӗн. Ҫав лабиринтра Тускуба шырани — харам. Вӑл ӑна пуҫӗнчен ҫупӑрланӑ та темскер каланӑ. Ҫапла иртрӗ суккӑр музыкантӑн пуҫламӑш концерчӗ. — Сенӗкпе тӑрӑнтарнӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пекех йӑшӑлтатма тытӑнтӑн пулать, йӗксӗк! — тесе ячӗ чӑтса тӑраймасӑр Демка Ушаков. — Ан васка, хӑвах курӑн. Ҫулҫӳревҫӗсем йывӑҫ ҫине килни темӗн чухлӗ кайӑксен тӗнчине хӑратса пӗтерчӗ. Чӗнмен хӑнасем ӑна-кӑна нимӗн те пӑхӑнмасӑр килнине хирӗҫлесе вӗҫен кайӑксем ҫиллӗ сассисемпе кӑшкӑрашаҫҫӗ. Вӗсем тата та тавлашса тӑчӗҫ-ха, унтан Огнянов хуҫана лӑплантарчӗ те, унӑн хӑҫан тухса каясси ҫинчен тӗплӗн калаҫса татӑлчӗҫ. Ҫӗрпӳртӗн уҫӑ алӑкӗнчен, хурӑнсемпе чечекленекен курӑксен нӳрӗ шӑршипе пӗрле, шӑпчӑксем каҫса кайсах юрлани илтӗнчӗ. Египетски пирамидӑра эсӗ, Тетка, вилнӗ Иван Иваныч вырӑнне пулатӑн паян. Ӗненместӗн-и? Мана лайӑхрах курас тесе ватӑ фермер куҫӗ витӗр курманнипе куҫлӑх тӑхӑнчӗ. Ун ҫине пӑхсан, эпӗ кулмасӑр чӑтаймарӑм, мӗншӗн тесен ун куҫӗсем куҫлӑх витӗр мана пӳрте икӗ чӳрече витӗр ҫутатса тӑракан тулли уйӑх пекех туйӑнчӗҫ. Сана акӑ эпӗ чарӑнма, мӗн каланине туса пыма хушатӑп, — терӗм. Ҫак хушӑрах кунтах, «Дункан» борчӗ ҫинчех, «Британи» ӑҫта ҫӗмӗрӗлнин пӗлекен ҫын пур, анчах вӑл ун ҫинчен нимӗн те каламасть. Ыттисем ниҫталла та хускалмарӗҫ. Лури сикрӗ те вӗсем ун ҫине пеме тытӑнчӗҫ. — Каҫарӑр, мӗн йӗркепе? — кӑшкӑрса янӑ Ухтищев. Унтан хӑйӑлтатса сывласа ячӗ те кӗтмен ҫӗртенех хулӑн саспа пӑшӑлтатма тапратрӗ: — Ара ӗҫ пулать-и ку? Эвелина тем шухӑша кайрӗ, унтан хӑйӗн чӗринче асаппа кӗрешӳ пуррине палӑртакан кӑвак куҫӗпе старике пӑхса илчӗ те каларӗ: — Лешӗ, Раман текенни, ырӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӑ ҫын. Хӗрарӑмӗ ӑна кӑмӑлланӑ майлӑ йӑл кулса ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхать те, лапкӑн систерет: — Ывӑнатӑр эсир, — кум! — тет. Паганель Ҫӗнӗ Зеландире ҫеҫ пурӑнма пултаракан кайӑксемпе интересленсе пырать. Ертсе килнӗ, пуҫӗпе шухӑшласа пӑхман: мӗн тума кирлӗ вӑл? — Ну, эп пӗлейместӗп ӗнтӗ, мӗн кирлӗ сана… — Э, каялла, килне вӗҫтерет! — тенӗ Зеб, вӗтлӗх хӗррине тухса, Кольхаун Каса-дель-Корво гасиенди еннелле сиккипе кайнине курсан. «Директорин» ахаль те пӗчӗк лаптӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Петлюрӑн тӗп хули — Винница хули пулса тӑчӗ. Ҫакна ҫын ҫинчен калаҫҫӗ, ҫав хута, сӑмахран, эсир вӑрланӑ пулсан тейӗпӗр, анчах сысна вӗт, турӑ тунӑ чӗрчун!» Халӗ те вӑл хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ умне тапах чарӑнса тӑнӑ. Ҫак вӑрҫӑра пирӗн умма мӗнле задачӑсем кӑларса тӑратнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫавна тума астрономсем тӳпе картти ҫине Ҫӗр карттинчи евӗр градус карӑмӗсем ӳкереҫҫӗ. Вӗсене Ҫӗнӗ Зеландире «киви», е, натуралистсен терминологийӗпе каласан, ҫунатсӑр apterix australis теҫҫӗ. — Итлетӗп. Ыранччен, монсеньор. Э, вӑл чапа юратаканскер! Унта та кунта, утравсем евӗр, ун ҫинче пӗлӗт катрамӗсем куҫаҫҫӗ пек; ку — Атлантика океанӗ. Лётчиксем. Эпӗ хама хам тиркемерӗм. Гришӑран нимӗн те илмен-и? — Тытӑр вӗсене! — мӗкӗрсе ячӗ старик, урипе ҫӗре тапса. «Ура, Бен Джойс! Виҫӗ хут ура!» — тесе кӑшкӑрса янӑ каторжниксем. Арҫынсемпе хӗрарӑмсем илемлӗ шӑрҫасемпе тата краскӑсемпе илемлетнӗ тӗрлӗ тӗслӗ тирӗсенчен ҫӗленӗ тумтирсем тӑхӑннӑ. Эпӗ хӑй патӗнче ҫывӑрма юлтӑм. Протезсене вӗҫертсе пӑрахсан, вӑл чул ҫинчен ерипен кӑна шуса анчӗ те, татӑк урисемпе шултӑра хӑйӑр ҫине пусни пите ыраттарчӗ пулин те, тӑватӑ уран тӑмарӗ. — Ҫапла, аннем… Пӗррехинче, каҫ пулса ларсан, госпиталь яланхи пекех лӑпланчӗ, унӑн пӳлӗмӗсем йывӑр шӑплӑх ӑшне путрӗҫ, палатӑсенчен ҫынсем хуллен йынӑшни, хӑрӑлтатни, аташса калаҫни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтра коридорта палланӑ йывӑр ура сассисем илтӗнчӗҫ. Анчах та пуринчен ытла ун ҫинчен ман англоманӑн хӗрӗ Лизӑ (е, Григорий Иванович чӗннӗ пек, Бетси) ытларах шухӑшланӑ. Сунарҫӑсем каланӑ тӑрӑх, ҫак чее тискер кайӑк этем вилессе сиссен ӑна сыхласа йӗрлеме тытӑнать пулать. Ҫапла. Уэлдон миссис Дик калаҫнӑ чухне ӑна куҫран тӳррӗн пӑхса тӑчӗ. Анчах Наумов трубка витӗр: «На посадку!» тесе команда парсан, кашнинчех, тӗкӗр ҫинчен хӗрӳллӗ хура куҫсем ыйтуллӑн пӑхнине курчӗ те, хӑй хушнине тепӗр хут калама вӑй ҫитереймерӗ. Америка, Азин Лӑпкӑ океан ҫыранӗсен ӗлкисем шӑва-шӑва иртрӗҫ. — Ҫаплах, питӗ ансат! Воропаев тӑрас терӗ, анчах тӑма нимле вӑй та юлман. Тӗтре сирӗлчӗ, ҫырантан кимӗ патнелле уйӑх ҫути тӑсӑлса пыни курӑнса тӑчӗ, шыв ҫинче кувшинкӑсемпе лилисен мӗлкисем палӑрчӗҫ. Эсӗ ӑнлан, Павлуша, вӗт хӑвнах лайӑх пулать. Бенедикт пиччене те, Динго пекех, ҫынсемпе юнашар уттарма питӗ хӗн пулчӗ. Сана, о патша, хӗрарӑмсем те, арҫынсем те, тискер кайӑксем те, мӗн унта, чечексем те пулин, юратма тивӗҫлӗ пек туйӑнать мана. — Хуть те ӑҫта пултӑр вара, инвалидсен ҫуртне куҫсан та юрӗ, — аллине сӳрӗккӗн сулса ячӗ вӑл. Ҫурҫӗр енчи портсене, таможнясене вӗсем хӑйсен аллине туртса илнӗ пулӗччӗҫ. А-ха! — Ара. Пӗтӗмпех пӗтрӗ, тет вӑл. Симурден хирӗҫ тавӑрса каларӗ: — Вӑл мӗн пулнӑ, ҫавнах: арҫын тарҫи турӑмӑр. — Паллах ӗнтӗ! — ахӑлтатса кулса ячӗ Дегтярев. Мӗн тери маттур унӑн сӑнӗ! Сехри хӑпнипе хытса кайса, Ҫӑрттан мучи ҫӳлти турра пуҫ ҫапма пуҫларӗ: «Хоспоти» ҫӳлти аттеҫӗм, мана мӗншӗн ҫакнашкал асап кӑтартатӑн эсӗ?! Ответ пама! Ҫук… Мӗнле отрядран? — Каймарӑн-им? — Анчах мӗншӗн? Команчасем ӑна вӗлерме пултараҫҫӗ. Пӗтӗм ӑш-чике ярса илет! Каи-Куму ҫине пӑхса вӑл, нимӗн хӑрамасӑр, ҫирӗп сассипе:— Эсӗ пире ӑҫта илсе каятӑн, ҫулпуҫ? — тесе ыйтрӗ. Пӳлӗме питӗ хура бакенбардлӑ та, питӗ ҫутӑ бакенбардлӑ та мар, тулли питлӗ, хитре сӑнлӑ полици чиновникӗ кӗрсе тӑчӗ, ку вӑл шӑпах повесть пуҫламӑшӗнче Исакиевски кӗпер патӗнче тӑнӑ чиновник пулчӗ. Эпӗ сана пӗрре те курса юлаймастӑп-ҫке. Лӑпкӑ усадьбӑра нимӗнле улшӑну та ҫук. Чертежсемпе кӗнекесем сапаланса выртакан сӗтел ҫийӗн шӑвӑҫ конусра электричество лампочки ҫунать. Тахҫанах-ха, — эсӗ ун чухне ачаччӗ, — тӗссем пирки аннӳ сана сасӑсем тӑрӑх ӑнлантарса пама тӑрӑшатчӗ. Мӗн тӑватӑр эсир? — Ман шутпа, варринчен пуҫласа итлеме кичем пулмалла сире, monsieur Nicolas, — терӗ мана Софья Ивановна ырӑ кӑмӑлпа, хӑйӗнле сывласа тата хӑй ҫӗлекен кӗпен татӑкӗсене ҫавӑрса хурса. Сасартӑк вӑл хӑйне экипажра Веткинпа юнашар ларнине курах кайрӗ. Хӗрӗх колонна, кашни йӗркинчех тӑватшарӑн, тытса тӑнӑ суд залӗн маччине, вӗсене пурне те кедрпа сӑрса тухнӑ, пурте вӗсем лили евӗрлӗ капительсемпе вӗҫленнӗ; урайне кипарисӑн уйрӑм хӑмисенчен сарнӑ, стенасем ҫинче те, кедрпа сарнӑран, ниҫта нимӗнле чул курӑнман, — пальмӑсем, ананассем, херувимсем пек каса-каса кӑларса, пӗтӗмпех ылтӑнпа эрешлесе илемлетнӗ. Алевтина Васильевна кӑмака кукринче тӑрмашса, нумайччен вӑл тӑрасса кӗтрӗ, унтан сиввӗнтерех ҫапла ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн пӑхса выртатӑн тата? Ҫав кунтанпа вара посессорпа Попельскисен ҫемйисем хушшинче ҫывӑх ҫыхӑну пуҫланса кайрӗ. Лось ҫывӑрать. Мухтав сире, художник: эсир лотерейра телейлӗ билет илнӗ. Юланут ҫулпала пынӑ. Калама лайӑх мар! Ҫав тери пысӑк намӑс! Чикӗ леш енчи буржуйсем мӑшкӑл-асап кӑтартакан хамӑр тӑванӑмӑрсем ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, чӗрери юн типсех ларать. Халех тухатӑп. Дамянчо хулпуҫҫине хӗскелесе илчӗ. Эппин, эп сана усал ҫын пек курӑнатӑп-и? Е кусем пурте нимӗҫ аллине куҫаҫҫӗ? Эпӗ пӗр хускалмасӑр итлесе ларатӑп: ман пуҫа темӗнле хирӗҫле шухӑшсем пӑтратаҫҫӗ. Эпир хистенипе правительство тырпул мӗнле пулнине тӗрӗслесе пӑхсан та, ку малалла утӑм туни пулӗччӗ. Юн вӑл, — терӗ вӑл малалла, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — юн вӑл туррӑн таса япали! Сергей ӑнсӑртран каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйсем ҫине дворник асӑрхаса пӑхнине курчӗ. — Пит те аван, Уэлдон миссис! — хавасланчӗ Гаррис. — Ман шутпа, пурте лайӑх пулса пырать, пирӗн халь ҫула тухмалли ҫеҫ юлать. — Шухӑшӗсем пӑтранса кайнӑ пулин те, Фелим ҫапах та хӳшӗре юлсан хӑрушӑ пулма пултарассине чухласа илнӗ. Астрономсем Уран мӗнле хӑвӑртлӑхпа куҫнине шутласа кӑларни чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Анчах ҫак самантра кӗске залп кӗрӗслетрӗ. Суд пынӑ вӑхӑтра та, ун хыҫҫӑн та Кузьма Ярцев темшӗн Олейник ҫинчен пӗртте аса илмерӗ. Вӗсем ҫӑлкуҫ патӗнче хуйхӑрса ларнӑ та унтан ыйхӑласа кайнӑ, кайран нумайччен ҫывӑрнӑ — ҫакӑ вара вӗсен шухӑшӗсене те улӑштарса янӑ. Пӗр 7 сехет тӗлнелле, хӗвел Николаевски казарма хыҫнелле анса пытанма пуҫланӑ вӑхӑтра, ун патне фельдфебель кӗчӗ. Вӑл ӑна ҫынсем хатӗрри ҫинчен тата вӗсем ӑна кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтерчӗ. Тул енчен пӑхсан, вӑл Царскосельски дворецсенчен кая мар, анчах ӑшӗнче чылай начар. — Тикана та ҫавӑнтах ертсе кайӑр! — хушрӗ Огнянов. Анчах виҫӗ сехет кайсан пӗтӗм тавралӑх тӗпрен улшӑнчӗ. Фермерсен илемлӗ те капӑр ҫурчӗсем, йӗри-тавра карта тытса ҫавӑрнӑ хирсем, виноградниксем, садсем, ешӗл курӑк ашкӑрса ӳсекен ҫарансем, тырпул хӳхӗм ҫитӗнекен уй-хирсем пӗрин хыҫҫӑн тепри курӑнма пуҫларӗҫ. Ҫак самантран пуҫласа Дик Сэнд Бенедикт пичче калавне тимлесех итле пуҫларӗ. — Джемма пуҫне сулласа илчӗ. Хамӑрӑн лару-тӑрӑва ӑнланнӑ пулсан, ҫавӑн пек пурӑнма пире хӑрушӑ йывӑр пулнӑ пулӗччӗ; анчах эпир ӑна ӑнланман та, курман та. Ҫул ҫинчи хастарлӑ ҫынсене океан хӗррине сӗтӗрӗнсе ҫитме май килсен те, унта вӗсем хӑйсен суднине тупаймӗҫ… Ҫав тери тунсӑхласа ҫитрӗм. Ҫав вӑхӑтра кӑвак ҫӳҫлӗ господин вӗсем патне пычӗ те, полякла:— Ӑҫтан эсир, ырӑ ҫынсем? — тесе ыйтрӗ. — Пӗчченех, сэр. Илийчӑ Ӑслай вара Драко тарҫӑ ролӗнче вылять, спектакль пулас кунхине кӑна хӑйне Голос хӗҫпе мӗнле касса вӗлернине ҫирӗм хут репетици туса ирттерчӗ. Тинкерсе итлетӗн, нимӗн те ҫук пек, ҫапах темӗскер янӑрать. — Мая каять ҫын! Эппин вӗсен хушшинче профессиллӗ тӑшманлӑх кӑна мар иккен, социальнӑй курайманлӑх та пулнӑ. Ӑна Тӑсланкӑ Джон Сильвер тесе чӗнеҫҫӗ. Унӑн хӑрах ури ҫук. Анчах эпӗ ку чи лайӑх рекомендаци тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен, вӑл ӑна, ӗмӗр асран кайми Гок ертсе пынипе тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса ҫухатнӑ. — Марш! Вӑл нимӗнле пыршӑ-пакарта ҫинчен те илтменни таҫтанах паллӑ. Эпир пур енчен те ҫил варкӑшакан чул айӗнчи хӳтлӗхрен тухрӑмӑр. — Ну, мӗн, мӗн пулнӑ? Купецсем пулса выляҫҫӗ, виртлешеҫҫӗ… ҫавӑн пек ухмах-им вара купецсем? Хамӑн пӗтӗм пурнӑҫа аса илсе тухатӑп та ирӗксӗрех хамран ыйтатӑп: эпӗ мӗншӗн пурӑннӑ? Анчах ку — Алексей шухӑшӗ пулнӑ, унӑн хӑйӗн шухӑшӗсем тупӑнман. — Мӗнле чун! Устин куҫне йӗкӗлтесе ҫеҫ хӗссе лартрӗ: Мучи йӑпанмалла хуран кукли тутанса пӑхасшӑн пулнӑ, анчах тӑпӑрчне йытӑ ҫисе янӑ… Самохин портфелӗнчен сулмаклӑ папкине туртса кӑларсан, шикленсе ӳкнипе Нагульновӑн чунӗ йӑштах чикнӗ пек ыратса кайрӗ. Пӗр ҫакна ҫеҫ ыйтатӑп: эпӗ каланине асра тыт, сыхӑ пул. Нишлӗ вӑл, чӗтретекен чирпе чирлет, хӑвӑрах пӗлетӗр, тухтӑрсем мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ: «Климат, климат, ҫынна пӗтӗмпех улшӑну кирлӗ», теҫҫӗ. Вырсарникун ҫамрӑксем чышкӑсемпе ҫапӑҫнӑ ҫӗре Петропавловски масар хыҫӗнчи Лесной дворсем патне каятчӗҫ; унта ассенизаци обозӗнчи рабочисемпе тата таврари ялсенчи мужиксемпе ҫапӑҫма пуҫтарӑнатчӗҫ. Казаксем, салтаксем пек мар, урӑхларах туйӑнатчӗҫ, лашасем ҫине маттуррӑн утланса ҫӳренӗрен мар, хитререх тумланнӑран та мар, — вӗсем калаҫассине урӑхла калаҫатчӗҫ, урӑх юрӑсем юрлатчӗ, ҫитменнине пит аван ташлатчӗҫ. — Авланасси вӑл, ачам, шутсӑрах та пысӑк ӗҫ! Вӑл мар-ха, куҫа курӑнмасӑр килнӗ сӑлтавсем сиксе тухса пире Мельбурна каймалла тусан, вара унта «Дункан» пулмарӗ-тӗк, питех те аван мар пулса тӑрать вӗт. Хамӑн сехре хӑпса тухнипе, кровать айне пытанса ларас шухӑш пуҫа пырса та кӗмерӗ. Ҫул ҫинче тумтирӗ тусанланнӑ пулин те, мустангер ҫапах пит хитре пулнӑ. Тата икӗ кун иртнӗ, виҫҫӗ иртнӗ, вӑл вара команда хӑйне текех юратманнине лайӑх ӑнланнӑ. Эпӗ, ӑна, вӗсем пӗлме интересленнине халех каласа пама хатӗрри ҫинчен пӗлтертӗм. Казондере патша пулмалли ҫын — ун арӑмӗ Муана ӗнтӗ. О, Морис! Ҫав шухӑшсенче Яков Лукич ун чухне хӑйне хӑй шуйттан тирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа мар, чесучаран ҫӗлетнӗ пиншак-шӑлаварпа, хырӑм урлӑ ҫакса янӑ ылтӑн вӑчӑрапа куратчӗ, ӗҫпеле хытнӑ алӑсем вырӑнне ҫеп-ҫемҫе те шап-шурӑ алӑсем пуласса, хытнӑ алӑсенчи пӳрнесен пылчӑкпа хуралса ларнӑ чӗрнисем сӗвӗнчӗк ҫӗлен тирӗ евӗрлех сӗвӗнсе ӳкессе ӗмӗтленетчӗ. — Акӑ мӗн, — эсир манӑн чӑматанпа кӗпе-йӗм ӑҫтине калӑр-ха, унсӑрӑн эсир пур япалана та хӑвӑрӑн ҫӑткӑн аллӑра ҫавӑрса илтӗр те, эпӗ хамӑн харпӑрлӑха хам тыткалайми пулса тӑтӑм. Паляныця Павлюка хӗрлӗ бандит тесе ят парса, унпа ҫапӑҫса вилнисене питӗ чаплӑн пытарма шухӑш тытнӑ пулнӑ, анчах ку сӗнӗве Василий пуп пуҫпулса тӑракан эсерсен комитечӗ хирӗҫ пулнӑ. Императорсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын малтан калаҫма тытӑнса тӑчӗ. Юлашкинчен, нимӗн чӗнмесӗр тӑма пултараймасӑр, вӑл ҫапла каласа хучӗ: — Пурнӑҫ вӑл ҫавӑн пек, мадам. Мӗн-мӗн пӗлтерме кирлине генерала йӑлт пӗлтерчӗ те вӑл хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ. Вӑл пӗчӗк сӗтел умӗнчи хӑйне сӗннӗ пукан ҫине ларчӗ, хӗр, кантӑк патне кайса тӑрса, сӑмахсене пайӑн-пайӑн каласа вулама пуҫларӗ: — Ан-не пи-ре вал-ли… Суккӑр тарӑннӑн сывласа илчӗ. — Мӗн вара ман — сурӑх пек пӑхмаллаччӗ-им ун ҫине? — куҫхӳрипе кулса илнӗ Фома. Йытӑ вӗрнинче хавасланнипе пӗрлех кӳренни те; хаярлӑх та, ӳт-пӳ ыратнине туйни те сисӗнчӗ. Эпӗ сирӗнпе тӗл пулнӑранпа вилӗме куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитрӗм ӗнтӗ. Инкеке, вӑл паян шӑлтах ҫав шӑлаварне тӑхӑнса тухнӑччӗ. Ҫавӑн ҫинчен вӑл шухӑшласа илчӗ ҫеҫ, ӑна тӗрлӗ енчен йытӑсем тискеррӗн вӗрсе яни илтӗнсе те кайрӗ. Вӑл, хӗл сиввипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе илемленнӗрен телейлӗскер, хӑнаран таврӑннӑ хыҫҫӑн, шлепкине хывса, хӑй ҫине пӑхма тӗкӗр умне пынӑ чух е балсене ҫӳремелли ҫара мӑйлӑ кӗпине чӑштӑртаттарса, тарҫӑсенчен вӑтанарах, ҫакӑнпа пӗрлех мӑнаҫланарах та, каретӑна ларма тухнӑ чух, е хамӑр килти пӗчӗк вечерсенче, тӑп-тӑп ҫухаллӑ пурҫӑн кӗпе тӑхӑнса тата ҫепӗҫ мӑйне темле чаплӑ чӗнтӗрпе капӑрлатса, хӑйӗн ялан пӗр евӗрлӗ курӑнакан илемлӗ сӑнӗпе унталла та кунталла пӑхкаласа кулнӑ чух эпӗ ун ҫине пӑхуҫӑн час-часах ҫапла шухӑшларӑм; ӑна тӗлӗнмелле лайӑх хӗрарӑм вырӑнне хуракансем вӑл мӗнлине эп курнӑ пек курас-тӑк, киле тӑрса юлнӑ каҫсенче, вуникӗ сехет хыҫҫӑн упӑшки клубран таврӑнасса кӗтсе, вӑл пӗр-пӗр шалпар кӗпепе, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, тӗттӗм пӳлӗмсем тӑрӑх мӗлке пек ҫӳренине курас-тӑк, мӗн каланӑ пулӗччӗҫ-ши? Мӗне кирлӗ вӗсем мана? — Кӗҫӗнни мӗнле? Ҫӗрле эпӗ манияк ҫинчен, ӑна «пур аслисенчен чӑн асли, туррӑн тусӗ, ӑна канаш параканӗ» тесе сӑвӑсем ҫыртӑм, унӑн сӑнарӗ кайран манпа пӗрле нумайччен пурӑнчӗ, мана пурӑнма кансӗрлерӗ. Анчах эсир пулӑшӑр ӑна, Алексей Вениаминыч. Ман шутпа, унӑн чӑн пӗлтерӗшӗ пачах вӑл мар — малашлӑха пӑхас пулать. (Ҫӳлте шутсӑрах хурланса каяҫҫӗ.) Опанас Ивановичӑн вирелле тӑракан кӑвак ҫӳҫӗсем, сӑн-питне харсӑрлӑх кӳрсе, хӗрлӗ ҫийлӗ хура кубанки айӗнчен ӗлӗкхи пекех сапаланса тухнӑ. Пан хӑйне ахалех, пытармасӑрах, турттарса каймалла тесе шутлать пулӗ?» Эпӗ «Хӗрлӗ пиҫиххисем» текен организаци членӗ пулса тӑратӑп. — Вӑл манран сӗм ухмах тӑвасшӑн! — ӳпкелешрӗ Егор. Кам кунта начальник? Сакӑр сехетре каҫпа Мария-Терезия патне ҫитме тепӗр сакӑр мильрен ытла юлмарӗ. — Изот унӑн сӑмахӗсене тӗплӗн итлесе пӗтерчӗ те: — Кулак-куштансӗм сана пурӑнӑҫ памаҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ. Вӗсене Мишка Игнатенок амӑшӗ, Ульяна кинеми, ертсе пычӗ. — Ун вырӑнне виҫҫӗмӗш йӗркинче икӗ кирлӗ сӑмах пуррине куратпӑр: zwei — иккӗ тени пулать, тата arosen — Маtvosen — матрос тенӗ сӑмахӑн татӑкӗ. — Вӑл какая ҫиекен ҫынсенчен кам та пулин ялта чирленӗ-и? Унпала сахал ҫынсем, вӑйӑра яланах хӑшшиншӗн те пулин фуксэ лартакансем кӑна интересленнӗ. Петро Семиглаз штабран взвод траншейӑна тасатса пӗтерсен таврӑнчӗ. Ӗҫлесе тарланӑ боецсем хайсен блиндажӗсене саланса пӗтнӗччӗ ӗнтӗ. — Эсир ҫӗр пин, икҫӗр е пилӗкҫӗр пин, миллион термит-кӑтка пусса вӗлерӗр, — хирӗҫлерӗ Бенедикт пичче хӗрсе кайса, — анчах миллиарда мар! Миллиард термит-кӑткӑ сире чӗррӗнех ҫисе, ним юлмиччен кӑшласа ярать! — Мӗншӗн кичем эсир, Находка? — ыйтрӗ хӗр. — Домоуправленирен, уҫӑр. Каҫхине пӗр вунӑ сехетре Бэла тӑна кӗчӗ; эпир ун патне пырса лартӑмӑр; вӑл куҫне уҫсанах Печорина чӗнме пуҫларӗ. Нимӗҫсем хӑйсен грузне чӑнахах та артиллерин суя позицийӗсемпе стрелоксен суя окопӗсем ҫинелле ытларах тӑкрӗҫ пулмалла, — бомбисем чӑн-чӑн рубежран хыҫалтарахра — шӑп Лозневойпа унӑн юлташӗсем выртнӑ участокра ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ. — Антив, аван мар пултӑр! — аллине сулнӑ Фома. Профессор ҫак сӑмаха хирӗҫ нимӗн те тупса калаймарӗ. Хӑйӗн суккӑрлӑхӗпе килӗшсе лӑпланасси ҫеҫ юлать ачан, пирӗн вара, ҫутӑ ҫинчен вӑл пачах та мантӑр тесе тӑрӑшмалла. Эпӗ чӗлӗмпе тӗкӗр ҫине пӑхса илес те туртма пӑрахас тесе шут тытнӑччӗ, анчах, ак тӗлӗнтермӗш, ура ҫине тӑрсанах тайкаланса кайрӑм; пӳлӗм кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнать, аран-аран пырса тӑрса тӗкӗр ҫине пӑхсан, эпӗ манӑн пит пӳс пекех шурӑ пулнине куртӑм. Ку сӑрт ҫара та тӗксӗм курӑнать, Буксирная Голова тӑва хӗрӗх-аллӑ фут ҫӳллӗшлӗ чул сӑртсем тата ҫавӑрса пӑрахнӑ скаласем хупӑрласа илнӗ. — Ҫын вилет те хӑй ӳчӗн ҫӗрӗкӗпе ҫӗре самӑрлатать, ҫӗр пучаха апатлантарать, пучах пӗрчӗ ҫитӗнтерсе парать, этем ҫӑкӑр ҫиет те унпа хай ӳт-пӗвне тӑрантарать. — Мӗншӗн шантӑн вара эсӗ? Вася янахӗ ыратнишӗн йӗрмӗшет, ҫанталӑк пӑсӑласси ҫинчен ӗнентерсех ҫирӗплетет. Пурнӑҫра кирек мӗнӗн те симметри пур-им вара? — Каялла чакма тытӑнмалла. — Вӑхӑт мӗн чухлӗ халӗ? Ҫакӑн пирки вара нумайӑшӗ кула-кула шӳт тунӑ. — Апла — пӗлместӗп. Ну, ан кайччӗ… — тесе тархаслама пуҫларӗ. Ҫӗҫӗпе пӗрре касни ҫеҫ кирлӗ — вара «Испаньола» хӑйне шыв юхӑмӗ ӑҫталла илсе каять, ҫавӑнталла ыткӑнӗччӗ. — Халӗ питех ыратмасть, атте, — тесе ответленӗ Маша. Мӗн, полковник юлташ, ман ҫине пит пӑхатӑр? — Мӗнле, — терӗм эпӗ, — эпир ҫӑлӑнӑпӑр тесе эсир халӗ те шанса тӑратӑр-и-ха? — терӗм. — Питех те аван! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче, ҫутҫанталӑка вӗренекен ӑслӑлӑх профессорне ытла та кӳрентерсе. Эпӗ ҫырана тухсан, аслӑ император мана тӗрлӗ майлӑ мухтаса пӗтерчӗ, ҫавӑнтах мана патшалӑхри чи аслӑ нардак титулне пачӗ. Анчах монархсем чапа вӗҫӗмсӗр юратаҫҫӗ. Эпӗ сана чӑннипе каларӑм. Темле чир пирки унӑн пуҫ чашкипе пичӗ ҫинчен ҫӳҫ таврашӗ юхса пӗтнӗччӗ, — унӑн пуҫӗ, чӑнах та, тин ҫуралнӑ ача пуҫне аса илтеретчӗ. — Турра тав… Халӗ ак — пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнкаласах ҫӗре ирттеретӗп, ире хирӗҫ ҫеҫ аран тӗлӗрсе каятӑп… Сасартӑк вӗсем ларнӑ тенкелтен икӗ утӑмра пахчаҫӑ кӗреҫи качӑртатса илчӗ. Ачасен вигвамӗ ҫилсенчен хӳтӗлекен йывӑҫсен сулхӑнӗнче ларнӑ, кунта ачасем кашни кунах выляма пынӑ. Пӑрлӑ шывран вӗсем шӑлӗсене шатӑртаттарса чупса тухнӑ та ӑшӑ вигвама кӗнӗ, анчах вӗсем ирпе шыва кӗнӗ хыҫҫӑн хӑйсене ҫав тери ҫирӗп те сывлӑхлӑ туйнӑ. Пӗр ҫирӗм утӑма яхӑн кайса анаталла аннӑ хыҫҫӑн, вӗсем чӑтлӑха, саркаланса ӳсекен груша йывӑҫӗ патне, пырса ҫитрӗҫ; груша айӗнчи хура ҫӗр ҫинче хир кайӑкӗ хӑварнӑ ӑшӑ тислӗк выртать. — Миҫемӗш сехетре эсир, сирӗн преосвященство, Риварес патне кайма шутлатӑр? — тесе ыйтрӗ полковник. Анчах Марийкӑн чӗри пӗтӗм вӑйпа, хавассӑн кӑртлатса тапать. Эпӗр совесть хушнӑ пек тӑватпӑр. Иван Павлыч Кораблевӑн чапа тухнӑ куҫ хӑвачӗ. Монтанелли пусма ҫинчен анчӗ те кадилине майӗпен суллантарса, престол умне чӗркуҫленчӗ. Пӳрне вӗҫсене ҫӳлелле! (Пурте кулаҫҫӗ, алӑ ҫупаҫҫӗ.) Сирӗнпе эпӗ ӗҫ ҫинчен тӳррипе мӗншӗн калаҫам-ха вара? Йывӑр тиенӗ «юнкерссем», пӗр ҫирӗме яхӑн, ҫӳл тӳпере пысӑк ҫур пӗкӗ туса ҫаврӑнаҫҫӗ. вӗсен кӑвакрах сарӑ тӗслӗ ҫуначӗсем ҫинче хӗвел ялкӑшкаласа илет. — Тупата туршӑн, епле эпӗ ҫакна ҫийӗнчех тавҫӑрса илеймен! — терӗ Ровоама хаджи, турӑш умӗнче сӑхсӑхса. Пӑр сийне касса ҫӗмӗрет те, шӑннӑ хӑйӑра чӗрнисемпе чавса кӑларса, картлашкасем тӑвать. Робеспьер калаҫма пуҫларӗ: — Пӗр минут та ахаль ҫухатмалла мар. Пӗр кровачӗ ҫинче моряк ҫывӑрать, ҫаплипех, салтӑнмасӑрах ҫывӑрать вӑл, теприн ҫинче, сӗтел умӗнчи кровачӗ ҫинче, хайхи, калаҫаканнисем — полкӑн ҫӗнӗ командирӗпе адъютант — лараҫҫӗ. Вӑл пирӗн йышшисене ҫакӑн пек чух аптратать: ҫын хӑйӗн хакне пӗлет, анчах пурнӑҫа тата пурнӑҫри хӑйӗн вырӑнне курмасть-ха. Июнӗн 25-мӗшӗ ҫитрӗ. Хлебников офицер аллине каплаттарсах ярса тытрӗ. Контрабанда ҫинчен ГПУ-н чикӗри пости те пӗлнӗ, вӑл та хӑйӗн заставине чӗнсе кӑларнӑ пулнӑ. Чирлӗскер пулмалла. Эс мана вилӗмрен те, тепӗр пысӑк инкекрен те хӑтартӑн, ачана мӑшкӑл курасран ҫӑлса хӑвартӑн, ӗнтӗ шурнӑ ҫӳҫӗм те… Аялта, йӗркесӗр купаланса выртакан чулсем ҫывӑхӗнче, тинӗс чӳхенет. Камӑн мӗн тумалла, камӑн шӑпи мӗнле? Эсӗ вӗренес тетӗн, а манӑн вӗренес килмест-и? Ҫук, тӑхтӑр-ха… ан ларӑр! — Вӑл хӑй хыҫҫӑн алӑка таччӑн хупса хучӗ; малалла иртмесӗрех, пӗчӗк пӳлӗм алӑкне шак-шак-шак шаккарӗ. Ывӑлӗпе Андрея та кашни каҫах арестлеме пултарнине пӗлсе, вӑл хӑй ӑшӗнче вӗсене арестлеттересшӗн те пулать, — ку вӑл вӗсемшӗн авантарах пулас пек туйӑнать ӑна. — Паллах! — терӗ Паганель. «Епле ҫиес ан килтӗр! Ҫумӑр витререн тӑкнӑ пек лӳшкет. — Экспедици пирки каланӑ май, — терӗ вӑл, — Николай Антонычӑн та материалсем пур вӗт. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вара вӑл сана кӑвак ҫутӑллах? Разметнов, хирӗҫ чӗнмесӗр, алӑка шаккарӗ, хыттӑн: — Эй, Лукерья! Гленарван, Аустин, Паганель хӑйсене-хӑйсем хӑрушӑ вилӗм аллине ҫаклантӑмӑр тесе шутлаҫҫӗ. Лашасен урисем аран-аран шыв тӗпне ҫитсе пыраҫҫӗ, ултӑ фут тӳремлӗх ҫийӗпе хӑпарнӑ шыв чи ҫӳллӗ ҫынна та путса вилме ҫитмелле. Ҫурма ҫултан иртсен ӗнтӗ, Лозневой тӳпере моторсем кӗрленине илтнӗ. Вӗсем шпорӗсемпе хуллен кӑна чӑнкӑртаттарса ҫӳреҫҫӗ пек. Кунта вӑл, хӗнесе, ҫӗмӗрсе пӗтернескер, аллисемпе хыпаласа сак пекки тупса ларчӗ. — Ку мӗн? Касни пулать-и ҫак? — калаҫрӗ вӑл юри вырӑна хуман евӗртереххӗн. — Тен, ларма ирӗк парӑр? — Эпир те усӑллӑ пулма пултаратпӑр… Наталья Савишна вилӗмрен хӑрамасса пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл турра пӗр иккӗленмесӗр ӗненсе тата евангели законне пурнӑҫласа вилнӗ. Вӑл ҫӗкленчӗ, пӳлӗмре аптӑравлӑн кумать, сулланса тӑраканскер — бронза статуя, ахӑртнех, паллӑ марсианӑн, умӗнче чарӑнчӗ. Вӑл Егор Андреевич Курнатовский ятлӑ. Сенатра обер-секретарь пулса ӗҫлет. Давыдов Устина ыталаса илчӗ те кулса ячӗ: — Ан кулян, кӗпене — туянма пулать, кӑвакартни туйччен тӳрленет. Унӑн хӑйӗн те ҫавӑнтах мӗнпур вӑйран чупса каяс килчӗ: унта, юр ҫинче, халиччен никам та савман пӗчӗкҫеҫ ҫын выртать, халӗ вӑл хӑйӗн ҫирӗплӗхне, хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартрӗ. Степкӑна хура тӗтӗм хупларӗ, ҫул тӑрӑх тӗттӗмлӗхре хӗрес мӗлки чупса иртрӗ. — Темиҫе минута хушши чӗнмерӗҫ. Вӑл ырӑ, ҫемҫе кӑмӑллӑччӗ, анчах хӗрарӑмсем ҫине пурин пекех йытӑлла чӑрсӑрӑн та простӑ пӑхатчӗ. Сайра хутра, вӑхӑтран-вӑхӑта, полкра пурне те ҫулса, явса илекен темле ним йӗркисӗр шӑв-шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ кунӗсем пула-пула каятчӗҫ. Малалла ниҫталла кайма та ҫул ҫук. — Халь ав арман патӗнче чаваҫҫӗ… Паянах Макарпа калаҫатӑп, юрать-и, вара санпа иксӗмӗр мӑшӑрланӑпӑр, е — каснӑ та татнӑ, иксӗмӗр — ик енне. Эпӗ унпа юнашар пальтона тӑхӑнмасӑрах утрӑм, анчах та вӑл мана пусма ҫинчен калла тавӑрчӗ: — Сивӗ, ҫил те вӑйлӑ… Джон Мангльс ӑна пӗччен хӑварасшӑн мар, ҫавӑнпа та вӑл ҫанталӑкӑн мӗнпур чаркӑшлӑхӗсене унпа пӗрлех тӳссе ирттерет. Эпӗ сирӗн мӑшӑр-им вара? Ҫакна пула вӗсем, мӗскӗнсем, питӗ терт куратчӗҫ, анчах пӗр вӗҫсӗр вӑрҫӑра пирӗн вӗсем ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт пулман. — Таврӑнмалла пирӗн, апат ҫимелле, канмалла, — терӗ Гусев, — ӗшенсех ҫитетпӗр ак, кунта, ахӑртнех, чӗрӗ чун та ҫук. Анчах хамӑр, иксӗмӗр кӑна юлсан, вӑл салхуллӑн та шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Панков сире хӑй патне юлма сӗнет. Аякра башньӑсем — ҫыранӑн пӗр енче — Покровск башни, тепӗр енче — Спасск башни — курӑнаҫҫӗ. Чӗтресе те йӗпе тумтирпе чӗркенсе, Егорушка пылчӑклӑ картишне иртрӗ, шӑплӑхра итлесе пӑхрӗ: унӑн куҫӗ умне хӑмӑш алӑклӑ пӗчӗк вите тӗл пулчӗ, алӑкӗ ҫурри уҫӑлса тӑрать. Нестеренкӑн халь тин кӑмӑлӗ тулчӗ. Вара эпир таврӑнса ӗҫе пӗтерӗпӗр те — аминь! Артём ҫаврӑнса тӑчӗ. Ун умӗнчех, хӑлхисене вылятса, йытӑ тӑрать. Кашниех ҫаксенчен пӗр-пӗрне вӑрттӑн вӑрланӑ тесе айӑпланӑ, виҫҫӗш те хӑйсем пит чее те ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫынсем пек туйӑннӑ та, патша каланӑ вара вӗсене:— Сирӗн ӗҫӗре татса париччен, эсир малтан эп мӗн каланине итлӗр, — тенӗ. Ух, мӗн тери кураймастӑп эпӗ вӑл Бурназяшкӑна! — Уҫатӑп… Илсе килӗр… — Кур! — пӑшӑлтатса илчӗ те Сизов, амӑшне хуллен тӗртсе, ура ҫине тӑчӗ. — Унта темле те иртӗхсе тискерленеҫҫӗ пулӗ ӗнтӗ? — пӑшӑрханса каласа хучӗ Огнянов. — Лайӑх пӑхӑр, анчах малалла ытлашши тухса ан тӑрӑр. Шал енче тӑрса, крыльца хыҫӗнчен перӗр. Анюта ун ҫывӑхнех, пӗчӗк тенкел ҫине вырнаҫрӗ те, пӗчӗк хӗр ача пек аялтан ҫӳлелле пӑхса, каллех Гвоздев ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. — Ара ку ҫунат ҫинче чӗрнесем те пур-ҫке!.. — Саншӑнах сиксе тухрӗҫ пулӗ-ха, каяннӑй! — хӑтӑрса тӑкнӑ хайхи хӗрарӑма Щукарь мучи. Паян эпӗ сире тӗлӗкре курнӑ. Унӑн министрӗсем те ӑна ҫак майпа усӑ курмашкӑн ӳкӗтлемеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗр енчен вӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑх хӑйсене ҫиленсе курайми пуласран тата хӑйсене тавӑрасран, иккӗмӗш енчен утрав анса ларнипе ҫӗр ҫинчи хӑйсен ҫурт-йӗрӗсем те пӗтсе ларасран хӑраҫҫӗ. Павел ҫине темиҫен уҫҫӑнах ӑмсанса пӑхрӗҫ. Сӑмах май ҫакна асӑрхаттарчӗ: Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнче пур ҫӗрте те лӑпкӑ мар имӗш, анатри станицӑсенче ӗнтӗ арӑмсене пӗрлештерсе пӗтернӗ, коммунистсем вара пуринчен малтан куҫкӗретӗнех ҫынсен арӑмӗсемпе ҫывӑраҫҫӗ пулать. Ҫуркуннепе вара кунта десант килмелле имӗш. Чӗнсене салтман чухне Пӑван уншӑн хурлӑхпа асап тӳсекен чӗрчун пек кӑна туйӑннӑ, анчах халӗ Монтанелли вӗсем юлашки хут калаҫнине тата ҫав вӑхӑтра Пӑван ӑна калама ҫук кӳрентернине аса илчӗ. — Епле нихӑҫан та?.. — терӗ Гленарван, тӗлӗнсех кайса. Перӗмрен Хусана ҫитичченех илсе килтӗм… Нумайччен ҫакӑн пек пулать-ши? — тенӗ вӑл. Макар пуҫне ҫӗклерӗ, Разметнова куҫран тинкерсе пӑхрӗ. — Вӑл ҫапла. Марийка хуньашшӗ патнерех пычӗ: — Эпӗ-и? Санаторийӗ пысӑках мар лӑпкӑ кӳлӗ хӗрринче вырнаҫса тӑнӑ, станцирен унта ҫитме пӗр вунӑ минут ҫеҫ утмалла пулнӑ. — Пӗр вунӑ ҫухрӑм чупрӑм пулӗ, хам шутпа… — терӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрма выртрӗ. Ҫук, Носков улталарӗ пулӗ. Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та, Гек. Вӑл аппаратран апат-ҫимӗҫлӗ карҫинккине туртса кӑларчӗ, кактусӑн типӗ тураттисене пухса кӑвайт чӗртрӗ. Ҫӳҫне икӗ аллипе шӑлкаласа якатса, хӑйне хӑлхинчен туртса илсе, вӑл хуллен мӑкӑртатрӗ: — Ун пекки нимӗн те кирлӗ мар, атӑ хывасси те, ытти те. Анчах акӑ вӑл аллисене тепӗр хут ҫӗклесе клавишсене хыттӑн пусрӗ. Нумай ҫынлӑ зал самантрах шӑп пулчӗ. — Эсӗ ун пекех тӑмсай пулсан, апла ыйтма та кирлӗ мар, — халӗ ӗнтӗ кӳренсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, вара, сӑпса пекех ҫыпӑҫса ыйтусем панӑшӑн ҫилленнине уҫҫӑнах палӑртса, кӳренчӗклӗн мӑшӑлтатма пуҫларӗ. Ну, ҫапла вара хӗрарӑма ирӗке кӑлараҫҫӗ те арҫынпа пӗр тан праваллӑ тӑваҫҫӗ, анчах хӑйӗн ҫине ҫаплах-ха киленӳ хатӗрӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ача чухне те, общество шухӑшӗ енчен те ӑна ҫапла пӑхса-вӗрентсе ӳстереҫҫӗ. Ҫав ҫил мутаслакан хытӑ курӑк ҫине пӑхсан, Ваҫили Андрейч темшӗн чӗтресе кайнӑ та лашине хыттӑн хӑвала пуҫланӑ. Ҫав курӑк тӗмми патне пынӑ чух, вӑл хӑй кайнӑ ҫӗртен пӑрӑнса, йӑлтах урӑх еннелле кайнӑ, анчах ӑна хӑй те сисмен, халь те вӑл лашине хӑй астумасӑрах унтан тата урӑх еннелле хӑваланӑ, хӑй ҫапах та: «Хурал пӳрчӗ патнелле каятӑп», — тесе шутланӑ. Ку вӑхӑтра эпӗ уйрӑмах хытӑ кӗвӗҫрӗм, мӗншӗн тесен арӑм ун чухне тӗрӗс-тӗкел пурнӑҫа сӑлтавсӑрах пӑсса яма пултаракан темле канӑҫсӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗччӗ (ача амӑшӗсен ун пекки пулать) тата вӑл хӑйӗн ача амӑш пулса пурӑнас тивӗҫне епле ҫӑмӑллӑн сирсе ывӑтни те ман куҫ умӗнчех пулчӗ. — Ҫап-п-ла-а… халӗ вӑл ӗнтӗ лайӑх… опекӑлать! Ун пеккисем пур-и? Чӳречисене уҫса янӑ. — Ан кай, Машенька, — терӗ вӑл, — юлашки хут ҫӳрӗпӗр. Пӗчӗк кӗленче шкапри кӗнекесем — ашшӗ кӗнекисем. Вӗсене никама та вулама памаҫҫӗ. Эпӗ ӑна мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартӑп! Микоян ячӗпе тӑракан колхоз тарӑн савӑт пек чӑнкӑ ҫырла айлӑмра ларать. Аптӑрасах ӳкмелле, факт. — Ку мӗскер? — тесе ыйтрӗ хӑраса кайнӑ плантатор. Тата кӑштран хулӑн баритонпа юрлама пуҫларӗ: Виҫ каҫ эп куҫ хупман. Арҫын ачасем ҫав курӑксене кантрапа сӗтӗре-сӗтӗре кӑлараҫҫӗ, анчах Вавжонӑн кантра тавраш ҫук, ҫавӑнпа та ачасем ҫине вӑл тилмӗрсе пӑхать, вӗсем кунтан каясса кӗтсе, ҫӳп-ҫап куписем ҫинче чаваланать; хӑй ҫиме юрӑхлӑ тесе шутлакан япалана ҫавӑнтах ҫисе ярать; хӗрӗ выҫӑ ларни ҫинчен вӑл пӗтӗмпех маннӑ. — Ҫӗрле ӑҫта пултӑн-ха? Паллах, ҫакӑн пек пысӑк йӗр слон йӗрӗ пулма пултарать. Ҫемьи те ун аллинчи ҫӗр евӗрлех илемленме пуҫланӑ. — Вӗсем пачах вӑрҫмалли сӑмахсем мар, ӑслӑн ачашласа каланӑ сӑмахсем. Мӗншӗн айӑплӑ-ха запорожецсен ҫарӗ? Анчах тӳрӗ кӑмӑллӑ ӑссӑрсем ытларах пулнӑ. «Хама вӗлерсе, ӑна хӑварма юрамасть, вӑл та кӑшт та пулин асаплантӑр, эпӗ мӗнле асапланнине те пулин ӑнлантӑр», — ӑшра калаҫрӑм эпӗ. Анчах унӑн яланах пур ҫын та айӑплӑ пек пулса тухать, ку вара Николая ҫырлахтармасть. Ҫак вӑхӑтра ҫывӑхри станцӑна каякансен билечӗсене тӗрӗслеме кондуктор килчӗ. Сурса илчӗ те, хушса хучӗ: — Ну, пурӑнӑҫ та, сволочь! Юлташӑмсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсе пӗтрӗҫ, Гальчихӑна хам янӑ разведка партийӗ таврӑнаймарӗ. Санӑн пит аван куҫ-пуҫу улшӑнман пулсан, эсӗ горизонтра темскер, пит те йывӑҫ евӗрлӗ туйӑнаканскер курӑн. Ҫапла, вӑл кипарис пулмалла ҫав. — А-а, ав мӗнле! — сасартӑк хӗрелсе, кӑвакарса кайрӗ те Ерофей Кузьмич, завхоз патнелле вӑрӑммӑн ярса пусса, шӑл витӗр кӑшкӑрса ячӗ: — Кам валли упратӑн пурлӑха? Вӑл Татариновсене Катьӑпа ман ҫинчен каласа панӑ. Эпӗ тӑпра ӑшнех анса каясчӗ тесе вӑтаннипе пуҫа усрӑм, анчах закройщик арӑмӗ пукан ҫине кайса ӳкрӗ те: — Ой, мӗнле ухмах… мӗнле ухмах! — тесе савӑнаҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. Пӑлхавҫӑсен вилли вырӑнне кунта вӗсем тӗрлӗрен пӑшалсемпе патронташсем, хутаҫсем, тумтир тавраш тата ытти япаласем кӑна тупрӗҫ. Поручик Нестеров ман ыйтӑва хирӗҫ хаяррӑн ответлерӗ: — Мӗ-ӗн? Ҫырура ҫапла каланӑ: вӑл ирхи апат тӗлне таврӑнмасан, япалисене пирӗн илмелле, тенӗ. Анчах Черня каймарӗ. Кӗслепе хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, Гурий юрлама тытӑнать: — Ты взойди-ка, взойди, солнце красное… Автан хӑйне вӗрекен йытӑ ҫине йывӑҫ тӑрринчен тарӑхса кӑшкӑрчӗ, Оленин вара фазана курчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах, тупӑран пенӗ пек, Ерошкӑн пысӑк пӑшалӗ янӑраса кайрӗ, автан, тӗкӗсене тӑкса, вӗҫсе хӑпарчӗ те ҫӗре персе анчӗ. Анчах эпӗ нумай савӑнаймарӑм, мӗншӗн тесен мана пӗр япала аса килчӗ. — Чӑмӑртарах… серьёзнӑйрах… си-ивӗ-скер! Анчах ҫапах та вӑл, малтанхи икӗ хутӗнче ӗненмелле пулнӑ пекех, татах суяна тухма пултарать. Эсир ҫынна пурнӑҫран уйӑртӑр та ӑна аркатса тӑкрӑр; социализм эсир аркатнӑ тӗнчене пӗрлештерсе — пӗр аслӑ тӗнче туса хурать, ҫакӑ вӑл — пулатех! Нептун — пысӑк планетӑсен ушкӑнӗнчи юлашки планета, Хӗвелрен пуҫласа шутласан, вӑл саккӑрмӗш шутланать. Эппин, ҫак ӗҫе пӑрахмаллах пулать. Корчагин вилни мана чӑн япалана уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ: маншӑн вӑл хам шухӑшланинчен нумай хаклӑрах пулнӑ-мӗн. Соколов ӑна чӳрече патнелле ҫавӑтса пычӗ те полицейскисене кӑтартрӗ. Темиҫе сехет канма тесе, Дик кимме ҫӗрле ҫеҫ чарчӗ. — Грант капитанпа икӗ матрос крушенинчен ҫӑлӑннӑ тесен, халӗ эпӗ иккӗленсе тӑмастӑп, — тет малалла Айртон. Любовь пичӗ шурӑхса кайнӑ, куҫӗсем пӑтранчӑк пулнӑ, аллисем сулчӑн, тирӗссӗн куҫкаланӑ… Пӗррехинче Воропаев унӑн лӑпкӑ сассине илтрӗ, анчах вӑл нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмерӗ. Пӗрре ун умӗнчех пӗр кӗтӳ пӑлан чупса иртсе кайрӗ, вӗсем ҫав тери ҫывӑхра, пӑшалпа пемелле те тытмалла ҫеҫ. Анчах вӑл вӗсенчен пуринчен те ӑслӑрах пулчӗ, ӗнерхи ҫӗнтерӗвӗ те ӑна вӗсем ҫинче ҫав тери пысӑк влаҫ тытса тӑма май пачӗ. Эпӗ пуҫа усрӑм, тӳсейми тарӑхупа хуйхӑ пусса илчӗ мана; пуҫӑмра сасартӑк пӗр шухӑш вӗлтлетсе илчӗ. Мӗн пирки сана турӑ ҫавӑрса килчӗ? Ачасем пулаҫҫӗ — ӑҫтан вӗсене пӑхса ҫитерӗн? — Ҫапла ҫав. — Ҫаплах, Джо индеец тухтӑра лӑп ҫав тапхӑрта, тухтӑр Поттера хӑмапа пуҫран панӑ хушӑра, ҫӗҫӗпе чикрӗ вӗт-ха. Ҫав самантрах пӗве умӗнче пӗчӗк йышши хуркайӑксен шуйханнӑ ушкӑнӗ тӗрлетсе вӗҫсе хӑпарчӗ. Приговора малтанах хатӗрлесе хунӑ: Пӑвана суд тума Монтанеллирен тахҫанах хистесе килӗшӳ ыйтнӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ вӑл хут ҫырса мар, сӑмах вӗҫҫӗн ҫеҫ килӗшӳ панӑ. — Тата кам та пулин пур-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Урӑх никам та ҫук, — терӗ вӑл. Илтнӗ тӑрӑх кӑна. Хамӑра мӗнле хушса янӑ пекех пир Киша йӗрлесе пытӑмӑр, пытанса пынипе вӑл ире асӑрхаймарӗ. — Ай, тытса пӑрахрӗ те, — кулам пек туса мӑкӑртатрӗ вӑл. Ӳт-пӗве — сивӗ, анчах чунра — ӑшӑ савӑнӑҫ, унта ҫавнашкалах ҫутӑ шанчӑксем шӑтса тухаҫҫӗ. — Эх, ачам, ачам! — терӗ амӑшӗ, уншӑн ирӗксӗрех савӑнса. Тӗлӗнмелле, чӑнах! Вара полицейски ӑна, сирӗн комиссара показани памалла пулать, тенӗ. Тепӗр чух ҫын пурнӑҫӗ пӗр су укҫапа ҫыхӑнса тӑрать. Унпала пурте пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗҫ. Сибирьте, ачам, хут пӗлекене пит ҫӑмӑл, унта хут пӗлни — козырь! Ҫук, Федоткӑшӑн пӗртте ӑнланмалла мар ку япала. — Ирсӗр ача, э? Вӑл сире амантма пултараймасть. О, хӗрӗм! Мартӑн тӑххӑрмӗшӗнче арестленӗ аристократсене тӗрмерен кӑларнӑ. Вӑт мӗнле каҫ тур пачӗ раштав умӗн? Хӑшпӗрисем мана сывлӑх та сунаҫҫӗ. Васкаса утса, эпӗ пӗчӗк тӗмелӗ ката урлӑ каҫрӑм та ҫӳлӗрех вырӑна улӑхса ҫитрӗм. Кунтан эпӗ, ҫывӑхри пӗчӗк юман вӑрманӗпе хамӑрӑн шурӑ чиркӗве курас вырӑнне, халиччен курман ют вырӑн курах кайрӑм. Вӑл часах тӑна кӗрӗ тесе шанса тӑрас пулать. Вӑл сак ҫине ларсан, унӑн тӳрӗ кӗлетки, ҫурӑмӗнче пӗр шӑмӑ та пулман пек, авӑнса кӗчӗ: ку вара унӑн темӗнле халсӑрлӑхне кӑтартса парать. Ухмах, ухмах! — терӗ вӑл. — Ӑҫтан тупнӑ вара ҫавӑн пек авалхи япалана? Ыттисем патне эсир ҫапах та ҫырса янӑ, анчах ман пата нимӗн те ҫырмарӑр. Сывӑ пулӑр, чипер юлӑр. Каялла полка таврӑннӑ чух Андрей, хай ҫулне кӗскетес тесе, малтанах асӑрханӑ сукмакпа утрӗ. — Мӗнле хушатӑн, — терӗ Полозов ҫӑварӗ патне илсе пынӑ чей курки ӑшнелле. Ӑна лайӑх пар лаша кӳлнӗ. — Вӑт, эсӗ те мана ҫавӑн пекех юрат, — терӗ чӳрече ҫинче ларакан Петр, тӗттӗм кӗтесре тӑракан арӑмӗн улшӑннӑ сӑнӗ ҫине пӑхса. Малтан, клавишӑна пӗр вӗҫӗмсӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт пуснипе, ҫӳлти регистрӑн чи ҫинҫе сасси чӗтренсе илтӗнет, унтан сасартӑк ҫав сасӑ улшӑнать те хулӑн бас кӗмсӗртетсе каять. Эпӗ тата ман хыҫҫӑн темле вӑрӑм матрос тӑкӑрлӑкалла ыткӑнтӑмӑр; пӗр хӳме, тепӗр хӳме урлӑ сиксе каҫрӑмӑр та — ҫав каҫран пуҫласа вара эпӗ ҫав калама ҫук кӑмӑллӑ та ӑслӑ Никита Рубцова урӑх тӗл пулмарӑм. Лаша ҫинче вӑл питӗ чипер — пысӑк ҫын пекех. Ман общество сана ҫав тери лайӑх мар пулсан, эпӗ санпа урӑх калаҫмӑп. Вӑл нумай хушӑ сиккипе ҫӳренӗ пек, пире ҫӳреме тивнинчен кая мар ҫӳренӗ пек туйӑнать. — Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ халӗ пирӗншӗн мар ӗнтӗ. — Тӑмсай, ара вӗт вӑл сайра пӗрре тӗл пулакан япала! — Эпӗ сана ак ахалех чуптӑватӑп! — терӗ лешӗ, шӳтлесе аллипе хӑмсарса. Унтан, вут умнех тухса, тата та ҫуттӑн йӑлкӑшса:— Апачӗ тутлӑ пултӑр, атьсем! — терӗ. Полковник халех тревога туса ротӑна тӑратма, нимӗҫ ҫарне ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ пӗчӗк «бандӑна» шырама тухса кайма хушнӑ. Телее пула, Джон Мангльс вут касакансен пӗр юхӑннӑ хӳшшине тӗл пулчӗ, ӑна тупман пулсан, ҫулҫӳревҫӗсем пӗтӗмпех йӗпенсе пӗтетчӗҫ. Кама ҫавӑтса килет? Хӑйне ҫавӑтса килет! Ҫакӑн пек пулса иртнӗ хыҫҫӑн часах Константин Кукушкин госпитальтен тухса кайрӗ. (Алӑ ҫупаҫҫӗ.) Эпӗ ӑна пӑртак та хирӗҫ мар. Унӑн уҫӑ сывлӑшӗ питӗмрен сӗртӗнет, урӑм-сурӑмӑн вальс ташланӑ чухне хӑш-пӗр уйрӑлнӑ ҫӳҫ пайӑркисем хутран-ситрен ман пӗҫерекен пит тӑрӑх шӑвӑнаҫҫӗ… — Ҫук, эпӗ луччӑ кӑшт канам, — терӗм эпӗ, — вара малалла утӑп. Унӑн ӑс-тӑнне тӗтре хупӑрласа илнӗ, тейӗн. Жаркийӗн пулемёчӗ, хӑйӗн чуппине нимӗн чухлӗ те чарса тӑмасӑр, вилӗм сапнӑ. Ҫапах та вӑл мана хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ-кайрех. Бенедикт пиччене, хӑй мантикорӑна тытма хатӗрленнӗ пекех, пӗр аллипе мӑйӗнчен, тепринпе ҫурӑмӗн аял енчен ярса тытрӗ те ученӑй ним шухӑшласа ӗлкӗриччен чӑтлӑха йӑтса кӗрсе кайрӗ. Ҫапӑҫу йӗрки? Ман шутпа унӑн урӑх шухӑш та пур. — Тӗлӗнмелле: пӑхма тӳрккесрех ҫав «хлоп» чӗринче мӗн чухлӗ ҫепӗҫ туйӑм». Пулӑшӑр! — кӑшкӑрчӗ старший лейтенант, ним тума пӗлмесӗр пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑракан ҫамрӑк йӗкӗте. Эхер те ҫаксене май ӗлӗк мӗскӗнленнисем, халсӑр енсене кӑтартнисем, йӑнӑш тунисем аса килеҫҫӗ пулсан, вӗсене аса илни хаваслантарать кӑна. Ыйткалакан ӑна аллинчен ярса тытрӗ: — Ан кайӑр унта! Гленарван чӑтса тӑраймасӑр ахӑлтатса кулса ячӗ. Пӗчӗк помещиксем — е пурте службӑра пулса пӑхрӗҫ, е пӗр вырӑнта пурӑнма пултараймаҫҫӗ; шултӑрараххисене вара — паллама та ҫук. Мана темле лайӑх мар пек, намӑс пек пулчӗ: ҫылӑх каҫарттарма ӑсатса янӑ чухне мана хуҫасем ҫылӑх каҫарттарни ҫинчен хӑраса ӳкмелли япаласем каласа пӗтерчӗҫ, хам айӑпа кӗнисене пурне те тӳррӗн каласа кӑтартса ӳкӗнмелле тесе ӗнентерчӗҫ. Санпа ҫураҫса тӑма вӑхӑт ҫук кунта ман! — терӗ Макар тарӑхса. Эпӗ пӗр-ик хутчен эсӗ арпалӑха лаша шӑвармалли витрепе шыв йӑтса кӗнине куртӑм, мӗнле шуйттана шӑварать-ха вӑл унта? тесе шухӑшлатӑп хам. — Кам пӗлет? Шкул поварӗ уйрӑмӑнах ҫакӑн йышши апата пӗҫерме юратнӑ, ҫавӑнпа та ӑна «пудинг» тенисӗр пуҫне, шкулта «хура куҫлӑ сарӑ хӗр» тесе ят панӑ. — Мӗн тумалла эппин манӑн? — ыйтрӗ Ромашов тӗксӗммӗн те тӳрккестереххӗн. Пӗр эстанцин ҫывӑхнерех ҫулҫӳревҫӗсене миражпа хавхаланма тӳр килчӗ. — Мӗнех вара, Уэлдон йӑмӑкӑм, — хӑйӗнпех ҫирӗплетрӗ ученӑй. — Шыв ҫинче ҫывӑракан кита тӗл пулни темӗн чухлех. — Шыв! — терӗ каллех пичче. Нестеренко пынӑ ҫӗртех чарӑнчӗ, Давыдов енне ҫаврӑнчӗ те, хайӗн чаплӑ кубанкине ӗнсе ҫинелле тӗксе лартса тата кулнӑ май сӑмсине пӗркелентерсе, калаҫма пуҫларӗ: — Ҫамрӑк чухне хам та яланах тӳрӗ ҫулпа ҫӳремен, ҫавӑнпа ырӑ… — Килӗшетӗп, — тесе пӑшӑлтатрӗ Азамат, вилнӗ пек кӑвакарса. Ним те туйса илме пултарайман амӑшӗпе ларни, ӑна итлени, хирӗҫ тавӑрса калани, унпа сӑмахлани — пурте Еленӑшӑн темле усал ӗҫ тунӑ пек туйӑнчӗ; вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темле суялӑх пуррине туйрӗ, именме сӑлтав ҫук ҫӗртенех питне хӗретрӗ; кайран кирек мӗнле пулсан та, халь пӗр пытармасӑр каласа парас килни унӑн чӗринче пӗр хут кӑна мар хускалса илчӗ. Ашшӗ ӑҫта пурӑнни ҫинчен кам каласа парӗ вӗсене?! Доктор ҫакна тен куҫӑмран пӑхсах уйӑрса илчӗ пуль, мӗншӗн тесен, вӑл аллине перо тытсан та хӑй шухӑшне татса пама хӑяймасӑр мана комисси председательне, шӑмӑ авӑрлӑ куҫлӑх тӑхӑннӑскере, лутра та хуланламас врача пӑхтарасшӑн пулчӗ; лешӗ вара пикенсех, ман аяк пӗрчисене, хул лапаткине пӳрнепе ҫеҫ те мар, пӗчӗк мӑлатукпа шаккаса тухма пуҫларӗ. Вӑл ӑна пӑрса кӑларчӗ, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, унтан хӑй кӗтмен ҫӗртенех, Лещинская та ҫакна пачах кӗтмен ӗнтӗ, полякла:— Виктор та кунта-и? — тесе ыйтрӗ. Ҫаплах каласшӑнччӗ эпӗ ӑна, сӑмах чӗлхе вӗҫнех ҫитнӗччӗ, анчах Том мана пӳлчӗ: — Мӗскер эсӗ, хам мӗн тума шухӑшланине пӗлмест тетӗн-и мана? — Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ… Иваница кинемей, граф пӑрӑнса каясран хӑраса, шӑтӑкра ун арӑмӗ пытанса пурӑннине систересчӗ-ҫке тесе, хӑйпе юнашар ларакансене пӑшӑлтатса каларӗ. Пӗтес пулать санпала… — терӗ. Ҫырма енчен вӑл сукмакпа тискер кайӑк пек пӗр сас-чӳсӗр йӑпшӑнса килет. Павлинка, юрлӑр! Пирӗн ҫӗрӗ хамӑрӑн алӑра: мӗн тӑвас тетпӗр, ҫавна пӑчӑртаса кӑларатпӑр унран, факт! — Заготживсырье енӗпе плана тултарайман пулӗ-ха? Самолёт сывлӑшра мӗн чухлӗ тытӑнма пултарӗ-ши? Шӑпахчӗ хулара, юмахри пек туйӑнчӗ. Эпӗ нихӑш ушкӑна та кӗреймерӗм, хам тӑлӑх пек тата ҫынсемпе ҫывӑхланма пултарайман пек туйни мана тарӑхтарчӗ. Командирсем кайсан, Корчагин Гусевран шӑппӑн: — Эсӗ ун хушаматне пӗлместӗн-и? — тесе ыйтрӗ. Эпир хирӗҫ пулни ҫинчен пӗлет-ши вӑл?» Чи малтан вӗсем Мюльредипе хӗр-арӑмсене туртса кӑларчӗҫ. Ҫыру ӑшӗнче ача аллипе тикӗс мар, кукӑр-макӑр ҫырнӑ тепӗр хут татӑкӗ пулнӑ, унта Джемма та Артура, вӑхӑт тупӑнсан, хӑйсем патне пыма чӗннӗ. «Манӑн санпа кӑшт калаҫмаллисем пур», тесе ҫырнӑ вӑл. Хаҫат хыҫӗнчен ман ҫине кӑсӑкланса пӑхакан господинран эпӗ вӑтантӑм, апла пулин те кондитерскинче мӗнле йышши кукӑльсем пур, ҫавсене суйласа илсе, пӗр сакӑр кукале питӗ хӑвӑрт ҫисе ятӑм. Тӳрех вӑрмана, хам малтан пурӑннӑ вырӑна чупрӑм, унта пӗр тӗмеске ҫине вӑйлӑ кӑвайт чӗртсе хӑвартӑм та, каллех кимӗ ҫине ларса, пӗтӗм вӑйран хамӑр халь пурӑнакан вырӑналла, миля ҫурӑ анаталла, ишме тытӑнтӑм. Эсир манран мӗн ҫинчен ыйтнине лайӑхах илтеймерӗм эпӗ. Ку эпӗ хӑйӑр ӑшне тӑрӑнса кӗнӗ евӗр пулать. Пӗтӗм палата Алексей ҫине пӑхса, ним чӗнмесӗр сӑнарӗ. Марья Николаевна Санин патне пычӗ те, аллине тӑсса парса, хӑйӗн ачаш сассипе вырӑсла: «Эсир мана кӗтсе ларӑр, ҫапла-и? Эсӗ, кӑмӑл пулсан, хӑвна валли орден ыйт, мана — пӗрре пӑруланӑ ӗне е пушмак пӑру туянма укҫа пултӑрччӗ, эпӗ ҫавӑнпа та килӗшнӗ пулӑттӑм», тетӗп. Урӑх ҫын пулсан мана ӳксе пуҫ ҫапнӑ, тав тунӑ пулӗччӗ. — Тавтапуҫ, эпӗ вилӗм хӗҫпӑшалне юратакан ҫын мар. Нимӗн тума амтранипе кушакӗ чӗрнисемпе учителӗн парикнех ярса илчӗ те, ӑна тахӑшӗ унӑн трофейӗ-мӗнепе пӗрлех ҫавӑнтах маччари алӑк витӗр туртса хӑпартса кайрӗ. Каллех таврӑнаҫҫӗ вӗсем, тет… Ирӗксӗрех вӑл та хирӗҫ савӑнӑҫлӑ куҫпа пӑхса илчӗ, анчах хӑй ӑшӗнче хыпса илнӗ кӑмӑл-шухӑшне ҫавӑнтах пытарасшӑн пулчӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлакаласа, эпӗ юханшыв хӗрнелле утрӑм, сасартӑк хыҫра ман негр утнине асӑрхарӑм. Ҫук, ун евӗрне килместӗп, тетӗн-и? Сывлӑш кун пек пӗчӗк шӑтӑкран та кӗме пултарать. Ку тӗлӗнмелле утрав тинӗс тӗпӗнчен ҫӗкленсе тухни ытла нумаях та мар пулас, тен вӑл халӗ те кӑшт хӑпарса выртать пулӗ. Пирӗн командӑра пӗр приписник пурччӗ, шуйттан пӗлет-и вӑл мӗнле ҫынне, анчах усал чӗлхеллӗскерччӗ. Эпӗ сывласа илтӗм, анчах нимӗн те каламарӑм. Малти лини патӗнчен лайӑхах ӑнланмалла мар сасӑсем илтӗнчӗҫ: тахӑш командирӗ салтаксене кӑшкӑрать-мӗн. Дубровский Гришӑпа пӗрле урапа ҫине ларчӗ, Кистенёвка ращинче курнӑҫмалли вырӑн пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Суккӑрӑн куҫӗсем тарӑннӑн та тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ. Тури вар урлӑ каҫсан, вӑл мӑнастир патне тухрӗ. Тупа йӑлисене малтан ман тӑван ҫӗршыв законӗсем тӑрӑх, унтан ҫак вырӑнти законсем хушнӑ пур йӗркесем тӑрӑх та тумалла пулчӗ. Тупа тунӑ чухне хамӑн сылтӑм урана сулахай алӑпа тыттарчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах сылтӑм аллӑн вӑта пӳрнине лӗпке ҫине, пуҫ пӳрнине сылтӑм хӑлха ҫине хума хушрӗҫ. Эсӗ тата мӗн тума! Эпир каҫ хӗвелӗпе кӑштах кӗренленнӗ сукмак тӑрӑх васкамасӑр утрӑмӑр. Вавжон ҫийӗнчи сӑхманне хыврӗ те хӗрӗн урисене чӗркерӗ. Хӗрарӑмсем вӗсем яланах питӗ хитрескерсем те пуянскерсем тата шутсӑр хӑраканскерсем пулаҫҫӗ. Казондене кайма вӑл эпӗ таврӑнасса ҫеҫ кӗтет. Эпӗ купецсене пичӗсенчен пӑхатӑп, мӑнтӑрланса, ҫӑра, ҫула юнпа тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ тата ӑйхӑланӑ чухнехи пек вылянман пит-куҫӗсенчен пӑхатӑп. Ан тив, мӗнпурӗ пӗтӗмпех ҫунса кӗл пултӑр — сурам! Ун чухне эпӗ ватӑ Мартын башни айӗнче тӑраттӑм, шӑна пуҫларӑм та асӑмра эпӗ Катьӑпа пӗрлех йӗрке хыҫҫӑн йӗрке вуланӑн туяттӑм. Анчах ку гранит сийӗ витӗр тӳрӗ шутласан ҫеҫ пулать, чӑннипе пире тӑватӑ пин километр ытла хутлӑх уйӑрса тӑрать. Ҫак ҫӗнтерӳҫӗ — вӑл пӑхса ӳстернӗ ҫын. — Кайӑрах, — терӗ вӑл амӑшне ҫирӗппӗн. Пуянни ӗнтӗ турӑ ҫинчен шухӑшламасть. Пурте васкавлӑн Дик Сэнд хыҫҫӑн утрӗҫ. Владимир пӗрмаях малалла пынӑ, анчах темӗн чухлӗ кайсан та, хирӗн вӗҫӗ-хӗрри курӑнман. Унтан Том «ҫапӑҫӑва» хатӗрленме тапратрӗ: хӑйӗн пуҫне библири йӗркесемпе тултарма тытӑнчӗ. — Анчах кӑҫал Ҫурҫӗр Ҫӗрне высокоширотнӑй экспедици каять иккен те, ӑна хӑй ӗҫӗпе пӗрлех тепӗр ӗҫ те тума хушма пулать — Татаринов капитан экспедицийӗ пӗтнӗ района пӑхса тухма. Хайхи хӗрачашӑн суд час пулать-и сан? Тепӗр чухне вӑл класа кӗрет те шухӑша кайсах эпӗ уроксене епле каланине итлет, анчах вӑл мана тӳрлетесшӗн каланӑ хӑшпӗр сӑмахсем тӑрӑх, эпӗ мӗне вӗреннине хӑй те чухлайсах кайманни курӑнать. Вӑл ҫакӑн пек виҫӗ вӑхӑтра яланах алла хӗҫ тытмалла тесе шутланӑ: комиссарсем ӑҫта та пулсан старшинасене хисеплемесен, вӗсен умӗнче ҫӗлӗк хывмасӑр тӑрсан; православирен мӑшкӑлама тытӑнсан тата аттесемпе асаттесен йӑлисене пӑхӑнмасан; юлашкинчен, кирек те мӗнле тӑшман вырӑнӗнче бусурмансемпе туроксем пулсан, — вӗсене хирӗҫ вара вӑл христиан тӗнӗшӗн кирӗк хӑҫан та алла хӗҫпӑшал тытма юрать тесе шутланӑ. (Хавассӑн шавласа кулаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) — Атя, капитан, аяккалларах каяр, — терӗ вӑл. Наука кӑтартӑвӗсем тӑрӑх илсен, манӑн паранкӑ профилӗ мар вӗт-ха. Мӗн тума хутшӑнмаллаччӗ-ха ҫын ӗҫне? Кашни кун, кашни сехетре кансӗрлеттӗн! Паллах ӗнтӗ, вӑл мана ӗлӗк мӗнле ирсӗр ҫын пулнӑ, халь те ҫавӑн пекех туйӑнчӗ. Ун ырӑ кӑмӑлӗн уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта палӑрать те ӗнтӗ. — Шӑршине туятӑн-и, э? — хуллен ыйтрӗ Яхно. Христофор аттепе Кузьмичов калаҫма пӑрахнӑ. Вилкине банки ӑшӗнчех хӑварса, Квейс йывӑҫран тунӑ йывӑр кресло ҫинче тӳрленерех ларчӗ те староста ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ. Том утиялпа чӗркенчӗ те хӑйӗн вилӗмне шикленсе кӗтме пуҫларӗ: ку хӑрушӑ тӗркешӳ ун пирки пуҫланни пирки вӑл пӑр самантлӑха та иккӗленмерӗ. Апла вӑл вӑрӑ-хурах мӗн, вӗсен шайкинчен пӗри? — Темле ҫын ҫак Марко бай, — мӑкӑртатрӗ вӑл. Мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши Ҫӗр ҫинче те ҫавӑн пек кӗске талӑксем пулнӑ пулсан? Тата, юлашкинчен, яланах ӗҫлӗ пулас пулать. Вӑл хӑйӗн кӑвак лашине сиккипе чуптарса кайрӗ. Пӗлӗтпе тинӗс пӗр-пӗринпе лӑпкӑн пӗрлешрӗҫ. — Кам-ха вара вӑл? — Ахаль сӳпӗлтетрӗм, ниме те пӗлтермест вӑл, — тӳррӗн ответ парассинчен пӑрӑнма тӑчӗ Мересьев. Хӗвел хытӑ пӗҫертме пуҫлать. Лайӑхрах курас тата илтес тесе, «Ҫӑмха» пулӑ пек сиккелесе аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртрӗ. Катя ҫеҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Йытти, ҫамрӑкскер пулас, ҫухӑра-ҫухӑра ют ҫынна вӗрнӗ. Вӑл ӑна ҫилленнӗ, тата хӑрас шухӑшӗ те пулнӑ. Иван ҫӑварне тем сарлакӑш карса пӑрахрӗ те мӗкӗрсе ячӗ: Пейка инкӗшӗ каларӗ: «Пейка, Пейка, кӑвакарчӑн, Ҫынсем те калаҫаҫҫӗ, Кӳршӗсене ҫеҫ итле-ха, Эсӗ хӗрлӗ те тулли теҫ, Эсӗ йывӑр та патвар теҫ, Хамӑр ял кӗтӳҫинчен те. Кӑнтӑрла ҫурт тӑррисенчен тумла юхрӗ, ҫуртсен кӑвак стенисем тарласа ерипен пӑс кӑларса тӑчӗҫ, каҫ пулас умӗн вара пур ҫӗрте те тӗксӗммӗн шуралнӑ тумла пӑрӗсем усӑнса тӑни курӑнчӗ. — Аха, ҫапла калать… Каласа пар-ха пире, малтанхи икӗ апостолӗ мӗн ятлӑ пулнӑ? Ҫав статьяра акӑ мӗн ҫырса пичетлесе кӑларнӑ, — Макар кӗске кӗрӗк кӗсйинчен «Правда» хаҫат туртса кӑларчӗ, ӑна саркаласа тытрӗ те ерипен вулама пуҫларӗ: «Кама кирлӗ-ха ун пек ытлашши иртӗнсе хӑтланни, колхоз юхӑмне ҫапла чиновникле декретлени, хресченсене тивӗҫсӗр хӑратса ята яни? Судьясем сулӑнкаларӗҫ, старик ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Гусев Иван! Вӑл тепӗр хут йӑл кулса ячӗ. Анчах та манӑн темшӗн, трубкӑна тытсанах, алӑ чӗтресе кайрӗ, эпӗ кӗтмен ҫӗртенех урӑх номер, Кораблев номерне, персе ятӑм. Эпӗ ун тӗлне пулайман иккен, — вӑл канма кайнӑ. Палламан хӗрарӑм сасси вара мана вӑл вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн ҫеҫ таврӑнассине пӗлтерчӗ. — Ӑна унӑн вӗренекенӗ чӗререн саламлать, — терӗм эпӗ. — Григорьев летчик калаҫрӗ тесе пӗлтерӗр. Эпӗ трубкӑна хутӑм. Натанаил ҫавӑнтах манаха ашак йӗнерлеме хушрӗ, Войняговӑ ялне кайса, мӑнастир ҫаранне ҫулнине тӗрӗслесе килме каларӗ. Ҫӳреҫҫӗ. Халӗ те эпӗ, пирӗн ача-пӑчасен кӗнекинчи пек (унӑн ятне манса кайнӑ ӗнтӗ), «ҫаплах чӗрӗ пулса хӳрепе ҫапатӑп» — чӑнах та ӗнтӗ, юлашки хут ҫапатӑп… — Эсӗ ҫӑварна карса юлнӑ пирки, пире хӗвел ҫине типӗтме туртса ҫакаҫҫӗ, — терӗ вӑл. Вӗсем мана ӑшшӑн йышӑнни, тахҫан хамӑр йӑмӑкпа пӗрле доктора пулӑшнӑнах пулнӑ пек туйӑнчӗ мана. Эпир те вӗт инҫетри, юр хӳсе кайнӑ ялта тӑлах пурӑнакан ачасемччӗ. Тӑхта-ха, ватсупнӑ, вӗрентӗп эпӗ сана ҫамрӑк хӗрсен чӳречисем умӗнче ҫапкаланса ҫӳреме; кӑтартӑп эпӗ сана, ют хӗрсем хыҫҫӑн мӗнле чупмаллине! Андрей, тапак хутаҫне сӳткелесе, самантлӑха чӗнмесӗр ларчӗ. — Ман чун ҫумӗнче санӑн ӗҫ ҫук! Унӑн бизанӗн ҫийӗнче Англи ялавӗ вӑркӑшнӑ, грот-мачтин тӑрринче «Э. Г.» тесе ылтӑнпа тӗрлесе ҫырнӑ пысӑк саспаллисемлӗ брейт-вымпел ялкӑшса пынӑ. Ҫак яхта «Дункан» ятлӑ пулнӑ. Унӑн хуҫи пӗтӗм Пӗрлешӳллӗ королевствора палӑрса тӑракан Темзинри яхт-клубӑн хисеплӗ членӗ Эдуард Гленарван пулнӑ. Кунччен малтан килсе кайнӑ чухне шӑллӗ хӑйне мӗнле тыткаланине аса илсе, Петр халӗ Никитӑн куҫӗсем унчченхи пекех айӑплӑн мӑчлатманнине асӑрхарӗ. Мана йывӑрччӗ хамӑн юлташӑмсемпе, — хушса хучӗ вӑл, сассине пусарса. Алексей патне вӑл адресне Анюта аллипе ҫырнӑ таса конверт ӑшӗнче ҫитнӗ. Урлӑ хунӑ патакӗсем юланутсемпе вӗсен лашисене площадка ҫинчен ӳкме памарӗҫ. Умӑра кӑларса тӑратсамӑр: эпӗ шутласа палӑртни йӑнӑш, эпӗ Марс туртӑмне лекейместӗп те — айккинчен вӗҫсе иртетӗп. Йӑмӑк аттене тӗрмене илсе кайни, прошени пани, анне пире кунта илсе килни, хӑй калле хулана таврӑнни, элӗ чӗлхесӗрри, Петровнӑн та сухалӗ пурри, анчах унӑн сухалӗ Иван Иванычӑннинчен пӗчӗкреххи, Петровна ҫӑлтан икӗ кил урлӑ пурӑнни ҫинчен, пурин ҫинчен те каласа пама ӗлкерчӗ. «Анчах Петровнӑн сухалӗ кӑвак» терӗ вӑл. Ирӗкрех пулать, шантарсах калама пултаратӑп сире… Тепӗр виҫӗ уйӑхран, Кривая Музга ҫывӑхӗнче граната ванчӑкӗпе ҫӑмӑл суранланнӑ Андрей сурансене ҫыхса яракан пунктра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ станичникрен ҫакна пӗлчӗ: Подтелков отрядне ҫӗмӗрсе тӑкнӑ хыҫҫӑн Гремячий Лог хуторӗнче шурӑ казаксемпе ҫав хуторти ҫынсем Андрей хӗрлисем патне тухса кайнишӗн тавӑрас шутпа, унӑн арӑмне ҫав тери тискеррӗн иртӗнсе мӑшкӑл тунӑ, ҫакна хуторта пурте пӗлнӗ, вара Евдокия, ирсӗр мӑшкӑла тӳсеймесӗр, хӑй ҫине хӑех алӑ хунӑ. … — Кунтан инсех мар, анчах вӑрман леш енче. Ҫав сӑмахсене ӑҫтан илтнине тӗпчеме пуҫларӑм та — пӗлтӗм: виҫӗмкун Войсковойран пӗр манашкӑ килнӗ-мӗн, Тимофей Борщев патӗнче ҫӗр выртса кайнӑ, ҫавӑ вара ҫапла каласа хӑварнӑ: чӑхсене пурне те лапша тума хулана ӑсатма пуҫтараҫҫӗ имӗш, карчӑксене валли вара хӑйне майлӑ пукан пеккисем тӑваҫҫӗ те улӑм сарса параҫҫӗ, ҫавӑнта хайхискерсене вӑйпах ҫӑмартасем ҫине лартса чӗпӗ кӑларттараҫҫӗ, хирӗҫ тӑраканнисене пукан ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ пулать. Халех мар пулсан, пӑртак тӑрсан та вӗсем пурте вулкансем пулса тӑраҫҫӗ. Иван Яковлевич аллине усрӗ, аптраса, халиччен именмен пек именсе тӑчӗ. — Туртӑн, анчӑк чӗппи, туртӑнса ҫӗкле-ен! — кӑшкӑрашрӗ унтер-офицер. Бородин генерала курни ҫинчен полк командирне пӗлтернӗ хыҫҫӑн, Озеров капитан хӑйӗн палатки патнелле утрӗ. — Пӗр самантлӑха кӑна. — Варламов паян иртсе каймарӗ-и кунтан? — илтӗнчӗ хӗрарӑм сасси. Комендант, Иван Игнатьич тата эпӗ, самантрах крепость тулашне тухса тӑтӑмӑр; анчах хӑраса ӳкнӗ гарнизон тапранмарӗ. Вӗсен пурин те лашасем мар, тет, темле гитарӑсем, шкапсем — хӑрӑлти, уксах, хӑнчӑр та кӳпӗнчӗк. Приказ паратӑн иккен ӑна — пӗл: сикки сиктерсе сӑптӑрать, хӑй ӑҫта пырса ҫапӑнасса та пӗлмест. Хӳмене-тӗк — хӳмене, ҫырмана-тӑк — ҫырмана. Тӗмсем урлах хиртерет. Чӗлпӗрӗ вӗҫерӗннӗ, пускӑчисем тухса кайнӑ, ҫӗлӗкӗ шуйттан шӑтӑкӗнче! Маттур юланутҫӑсем! — Мӗн ҫӗнни илтӗнкелет, Бек? — ыйтрӗ Веткин. Ҫакна каламасан, эсӗ камӑн та пулин ҫурӑмӗ хыҫне пытанма пултаратӑн… Бил шыв урлӑ каҫса ҫыран хӗррине сиксе тухрӗ те, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, малалла утрӗ. Андрей вара лӑпланмасӑрах, арӑмӗпе сывпуллашрӗ те, хӑвӑрт кӑна юханшыв леш еннелле утса кайрӗ. Турӑшӑн! Мана тепӗр пӳлӗме илсе карӗҫ, сӗтел ҫине хучӗҫ, тухтӑр лайӑххӑн туйӑнакан сивӗ хыпкӑчпа шӑрпӑксене турта-турта кӑларса, шӳт тума хӑтланчӗ: — Пит лайӑх юсаса хунӑ санӑн тирне, тусӑм, халӗ ӗнтӗ эсӗ шыв витмелле мар пулса тӑратӑн… Сасартӑк чӑнкӑртатрӗ те кӗленче ванса сапаланчӗ. — Пӑхӑр-халӗ, унӑн ирхинехи кӑштах палӑракан тӗсӗсем еплерех… — пӑхса савӑнчӗ Широкогоров, черккене вылянтарса. Ҫӗр ҫумнерех лапчӑнса, пуҫне каҫӑртса, вӑл татах пӑхса тӑрать, унӑн пысӑк хӑмӑр куҫӗсенче хӑрани тата нимне те чухласа илейменни палӑрать. Акӑ сана. Ҫавӑнпа та ӳкерттерме ларсан та вӗсем хӑйсен сӑн-пичӗсемпе художнике тӗлӗнтерсех пӑрахаҫҫӗ: пӗри хӑйӗн пит-куҫне куляннӑ чухнехи пек, тепри темӗскере ӗмӗтленнӗ чухнехи пек ӳкерттересшӗн, виҫҫӗмӗшӗ, хӑйӗн ҫӑварне пӗчӗклетме тӑрӑшса, ӑна чӑмӑртаса булавка пуҫӗнчен те пысӑк мар туса хурать. Ывӑлӗ сахал калаҫни, калаҫсан та кӗскен, малтанах шухӑшласа хунӑ пек сӑмахсемпе кӑна калаҫни, ашшӗне кӑштах кӳрентернӗ, — ун пек сӑмахсем калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑла татнӑ. Викторушка мана кансӗрлеместчӗ. Анчах ку усӑсӑр пулчӗ. Пӗр минутлӑха хӑраса кайрӑм, манӑн сӑмахӑмсем янӑранипе тепӗр хут калле илтӗнмеҫҫӗ-ши? Мана пӗртте дуель пек туйӑнмасть, ҫын вӗлернӗ пек анчах туйӑнать: эпӗ хеҫ-пӑшалсӑр ҫынна тӗллеме хӑнӑхман. Ку та, лешӗ те Соломона ӑнланмарӗҫ. Вӑл йывӑррӑн сывланӑ, тутисем унӑн, вакӑ та ҫивӗч шӑлӗсене кӑтартса, чӗтренӗ. Арӑмӗ унӑн ӑслӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑм пулнӑ, шухӑшламасӑр нимӗн те туман. — Игнат покойникрен ҫылӑхли тата тепӗр ҫын пур ҫӗр ҫинче, — сан хреснаҫу, Яшка, ылханлӑ фармазон… — сӑмахне пат татса каланӑ старик. Аттепе ыттисем пӑртак кӗтчӗрех. Анчах садра паҫӑрхи пекех тарӑн шӑплӑх тӑрать. Эс халӑхшӑн тӑрӑшатӑн, сан пек ҫыншӑн хам та чунӑма пама хатӗр… Ҫакӑ пуҫламӑш сӑмах мана пит тарӑхтарса ячӗ, мӗншӗн тесен хам айӑпсӑррине тата патшалӑха пысӑк усӑ тунине пит лайӑх пӗлеттӗм. Эпӗ тарӑхса кайнипе оратор сӑмахне кӑштах пӳлсе хураттӑм, анчах вӑл хӑйне ним сӑмах хушмасӑр итлеме йӑлӑнчӗ те малалла ҫапла каларӗ:«Эсир мана пит нумай усӑ турӑр, ҫавна кура эпӗ, хам пуҫӑм пӗтесрен хӑрамасӑрах, айӑплакан акт копине майлаштарса тупрӑм. — Ҫапла. — Юрату килсе тухсан. — Тен ҫывӑрмасть те пулӗ. «Каятӑп! — терӗ мужик, чарӑнса тӑрса. Егорушка ларса пыракан хыҫалти лав ҫумӗпе шур сухаллӑ мучи утать, Христофор атте пекех, хытанка та лутра вӑл, пичӗ кӑна хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланса ларнӑ, тата хӑй вӗҫсӗр тем ҫинчен шухӑшлать, пӗрре те кулмасть. Ҫак ухмах питӗ сӗмсӗр пулма тивӗҫ. — Вӗсен пушмакӗсем ҫук, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ сержант. Кушак айӑпне кӑтартакан кайӑк вилли кунтах пулнӑ. «Акӑ эпӗ те, лесовод каланӑ пучах пек пуҫ сӑхма, пурнӑҫра хамӑн вырӑна шыратӑп, — хурлӑхлӑн шухӑшласа илчӗ Александра Ивановна. Карл каланӑ тӑрӑх, кирек мӗнле иленӳре те икӗ ен пур: пӗри юратать, тепри хӑйне юратма ирӗк парать, пӗри чуптӑвать, тепри пит-ҫӑмартине чуптума парать. Анчах эпӗ хам та вӗсем умӗнче парӑмра юлмарӑм: ҫак таранччен эпӗ нихҫан та ҫакнашкал тӗлӗнмелле пӳ-силлӗ, ҫи-пуҫлӑ тата сӑн-питлӗ ҫынсене ахаль ҫынсем хушшинче курманччӗ. Сирӗншӗн пуриншӗн те, сирӗн ачӑрсемшӗн те хӑйсене асап ҫулӗ ҫине тӑратрӗҫ… ҫутӑ кунсем шыраҫҫӗ. Сӑртлӑхсем хыҫӗнче аякра аслати кӗмсӗртетрӗ; уҫӑ пулса кайрӗ. Юлашкинчен вӑл алӑка уҫрӗ. — Сывлӑх сунатӑп, кинемей! — терӗм эпӗ, пултарнӑ таран хавассӑн калама тӑрӑшса. Эпӗ? Пластмассӑран тунӑ хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ карлӑк тытнӑ питӗ илемлӗ пусма такам улӑхнипе чӗриклетме тытӑнчӗ. Эпир ункӑ туса ҫавӑрӑнса илтӗмӗр. — Апла пулсан, виҫсӗмӗр те кӗрӗпӗр, пӗрер сехет ларӑпӑр. Йӗри-тавра пур ҫӗрте те шакканӑ сасӑ тата ӗҫлекенсем кӑшкӑрни янӑраса тӑрать; ҫыран хӗрринче ӑҫта пӑхнӑ унта халӑх вӗркӗшет. Эпӗ хам халапа пуҫласа ярсанах чи малтан его величествӑна пирӗн государство икӗ пысӑк утравран тӑнине, унта пӗр монарха пӑхӑнса тӑракан виҫӗ хӑватлӑран хӑватлӑ королевство кӗнине пӗлтертӗм; кусем ҫумне тата пирӗн Америкӑри колонисене хушмалла, терӗм. Амӑшӗ таҫта катараччӗ, ҫывӑхра хӑй паллакан кавалерсенчен пӗри те ҫукчӗ: пӗр адьютант ҫаксене йӑлтах курчӗ пулас та, анчах ҫак историе хутшӑнас мар тесе, ҫынсен хыҫне пытанчӗ. — Ҫапла, Лахланра пурӑнакан австралиецсем, — терӗ Толине. Тракторшӑн пулсан, суха касси мӗн чухлӗ вӑрӑмрах, ҫавӑн чухлӗ ӑна кал-калрах, вӑкӑрсемпе вара урӑхларах, вӗсемпе эпӗ утмӑл чалӑш тӑршшӗ сухаласа тухатӑп, унтан, манӑн плуг, лаптӑк урлӑшӗпе иртнӗ чухне, пушӑллах сӗтӗрӗнсе пырать. Унӑн Высокоблагородине пехотӑн N-ски полкӗн командирне Ҫав полкриех Диц штабс-капитан. Рапорт Ҫак рапортпалан Сирӗн Высокоблагородие ҫапла хыпарламалли чысӑм пур: паян, ҫӗртме уйӑхӗн 2-че, Хӑвӑра ӗнер, ҫӗртмен 1-че, каласа пӗлтернӗ йӗрке-килӗшӳсемпе тивӗҫӳллӗн, Николаев поручикпа Ромашов подпоручик хушшинче тытӑҫу пулса иртрӗ. Вӑл кӑнтӑрла сӗм суккӑр-им, атте? Турӑ пулӑшсан ҫитӗпӗр-ха», — тенӗ. Катьӑпа курнӑҫни Вунӑ кун вӑл — пӗр туя пӑсса тепӗрне тума ытла нумай вӑхӑт та мар. Час-часах мана студентсен сӑмахӗсенче хамӑн сӑмахпа каласа паман шухӑшсем янранӑ пек туйӑнатчӗ, ҫавӑн пирки эпӗ вӑл ҫынсем ҫине хавасланса, ирӗке кӑларасса кӗтекен тыткӑнри ҫын пек пӑхаттӑм. Ҫак тумтире тӑхӑнса тата ӑна мухтаса, Сен-Жером сюртук ҫурӑм тӗлӗнче пӗркеленсе тӑрать тесе ӗнентернине пӑхмасӑр, эпӗ пит ҫине хӑйне хӑех тухса сарӑлакан кӑмӑллӑ кулӑпа аяла антӑм та Володя патне кайрӑм, килти ҫынсем ман ҫине малти пӳлӗмрен те, коридортан та ӑмсанса пӑхнине сисрӗм, анчах ҫакна асӑрхаманҫи пултӑм. Йытта пӑх-ха… Чи малтанах тухтӑр ҫапла каларӗ: — Кусене иккӗшне эпӗ ытлашши хытах айӑпласшӑн мар, анчах пурпӗр вӗсене суя ятпа ҫӳрекенскерсем тесе шутлатӑп, тен, вӗсемпе ҫыхӑннӑ ҫынсем татах пур-ха — ӑҫтан пӗлсе ҫитерӗн. — Ну, мӗне кирлӗ ку? Мӗне? — терӗ Леноре фрау. Пӑван ун ҫине пӑхрӗ те йӑл кулса:— Ан хӑрар. Вӑл сержант килте чух ҫӗвӗҫ пулнӑ, кунта, каҫ-каҫ ҫӗлесе, шукӑльрех ҫӳреме юратакан лейтенантсене складран панӑ тумтирсене «шӑмшак ҫумне ҫыпӑҫмалла» туса парса, укҫа ӗҫлесе илнӗ. Малтанхи кунах Мересьев вӗҫмелли уйра виҫҫӗмӗш отряд инструкторне, Наумов лейтенанта, шыраса тупрӗ. Тӗрме стени хыҫӗнче темскер янӑравсӑр хаплатрӗ, — ваннӑ кантӑк чанкӑртатни илтӗнчӗ. — Ан хӑра… Ку — коммунист ятне яракан хӑтлану! Нимӗҫсен чапа тухнӑ авиаэскадри ҫапӑҫу хирне яланах наводчиксем тата ҫӗр ҫинчен сӑнакансем тӑратса тултарнӑ. Вӗсене сывлӑшри ҫапӑҫусем пулма пултарас вырӑнсене ҫӗрле парашютсемпе антарнӑ, кашнинех радиопередатчиксем панӑ. — Пӗр-пӗр истори тухас пулсан, эпӗ сире хамӑн адреса хӑваратӑп, — тирпейсӗррӗн асӑрхаттарчӗ Базаров. Сӑран чаршав уҫӑлчӗ те вӗсем патне Гленарван тухрӗ. Вӗсем васкавлӑн пӗр-пӗрне ыталарӗҫ те, Воропаев Романенкошӑн именсе, ҫӗнӗ провожатӑй хыҫҫӑн уксахларӗ. Чул пусма тӑрӑх улӑхса урама тухнӑ чухне ун патне ҫӑмӑл кӗпе тата улӑм шлепкке тӑхӑннӑ хӗр чупса пычӗ. — Мана йывӑр, терӗ вӑл аран илтӗнекен сасӑпа, куҫӗсене хӑйӗн алли ҫинчен илмесӗр. Мӗнле пек туйӑнчӗ вӑл сана? — Чим-ха, эсӗ шӑнса пӑсӑласран шикленетӗп эпӗ. Хохол хӑйне пуҫӗнчен ҫавӑрса тытать, мӑйӑхне туртать, вара ӑнланмалла сӑмахсемпе нумайччен пурнӑҫпа ҫынсем ҫинчен калать. Анчах ывӑлӗ ыйтнине хирӗҫ Уэлдон миссис ӑна чуптунисӗр тата кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанисӗр пуҫне ним те калаймарӗ. — Кунтах. Ҫав ҫын, атте тусӗ пирки калатӑп-ха, мана учительте ӗҫлеме кӗме пулӑшрӗ, ҫавӑнтан вара чиперех пырать-ха. Хӑш чухне вӑл ҫак хӑй ҫӗнӗрен уҫнӑ телей рецептне манса кайрӗ те ӑна хӑй Ерошка мучи пурнӑҫӗпе ҫыхӑнса пӗтӗҫсе кайма пултармалла пек туйӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах сасартӑк тӑна кӗчӗ те хӑйне хӑй шеллемесӗр ҫынна ырӑ туса пурӑнас шухӑшран ярса тытрӗ, вара, ҫав шухӑш ҫине таянса, пур ҫынсем ҫине те тата ют телей ҫине те лӑпкӑн та мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ. Акӑ юлашки кунсем ҫитеҫҫӗ. — Ҫунтарса ячӗҫ-и? Ҫурҫӗр шевли мӗнрен пулнине ученӑйсем нумайччен пӗлме пултарайман. — Эсир физика енӗпе ӗҫлетӗр-и-ха? — ыйтрӗ Павел Петрович хӑйӗн черечӗпе. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пит аялалла анса, ҫуначӗсемпе унӑн пуҫне сӗртӗннӗ пекех вӗҫсе кайсан та, вӑл ҫавна астуса пӑхман. Ӑшчикке чӑн-чӑн апат пар, вӑл часах йӗркене кӗрет. Хӑватлӑскер. Хӗрарӑм хулари ирсӗр япаласем ҫинчен каласа панисем Артамонов шухӑшӗсене пӑтраштарнӑ, ӑна аяккалла пӑрса илсе кайнӑ, хулари ҫылӑхлӑ кичем ҫынсене юратманнине тӳрре кӑларса ҫирӗплетсе пынӑ. Вилнӗ чухне атте мана та, ӑна та ултшар пин укҫа парса хӑварчӗ. Тепӗр енчен тата карап ҫине те пӗр-пӗр ӑста морякӑн юлмаллах — пурин те кит тытнӑ ҫӗре кайма юрамасть: темле ҫаврӑнӗ унта ӗҫ-пуҫ. Пурнӑҫра вӑл пурӑнмалли вырӑн мар, ҫынсем шырать, хӑйӗн шӑпине ҫав ҫынсен шӑпипе пӗрлештересшӗн, — ун пуҫне ҫак шухӑш халӗ ҫеҫ пырса кӗчӗ. — Майӗпен хускаткалатпӑр, анчах усси сахал. Петька Сковородников Даша инке мана: «Калаҫма пуҫланӑранпа эсӗ нумай улшӑнтӑн», — тет. Чӑнах та, кӑшт тӑрсанах ҫар ушкӑнӗ темиҫе пая сапаланса кайрӗ. Огнянов кунта халӑх йышлӑн хӗвӗшсе ҫӳренине асӑрхарӗ. Ял халӑхӗ Тосун-бей пырасса кӗтнӗ-мӗн, вара ун ушкӑнӗпе пӗрлешсе кайма шутланӑ. Гуров тата? Вӑл тинӗс хӗррине ҫитсе те ӗлкӗреймерӗ — ун ҫумне сакӑр пин ҫын пӗрлешрӗҫ. Тепӗр эрнерен виҫҫӗр приход революцие хирӗҫ ҫӗкленчӗ. — Хатӗр. Тӑтӑшах чарӑнатӑп та, челнок ӑшӗнчи шыва ӑсса тӑкатӑп. Ку вӑхӑтра килсенче карчӑксемпе стариксем ҫеҫ ларса юлаҫҫӗ. Эсӗ ман патӑма ӗҫпе килнӗччӗ-и? Лось диван кӗтесне каллех кайса ларать те — Аэлита утнӑ сасӑ илтӗнессе кӗтет. Хӑвӑрт кӑна хӑлхи ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркисене сирчӗ те трубкӑна тытса, кӳршӗри хӗрарӑмпа карташ урлӑ калаҫнӑ пек, пӗтӗм сассипе кӑшкӑрса калаҫма тытӑнчӗ: — Мӗн заместителӗ пултӑр вӑл? — Мӗнле кичем вырӑн! — терӗ Елена. — Кунта сана ытлашши сивӗ пуласран хӑратӑп эпӗ; анчах эсӗ мӗншӗн кунта килесшӗн пулнине чухласа илетӗп. — Сирӗн хушамат, гражданин? — тесе ыйтрӗ унран, шинель тӑхӑннӑ ҫын. Чакаканни вӑл час-часах тапӑнса килекеннин вӑйне ытлашши пысӑка хума пултарать. — Пиччесем мана ҫилленчӗҫ те, иҫӗм пахчи хураллама тӑратрӗҫ, акӑ ӗнтӗ — кур, мӗнлерех ҫунтарчӗ мана хӗвел! — тет хӗр хурлӑхлӑн. Шуйттан пӗлет-и, темшӗн хама вӗлерме шут тунӑ эпӗ. Вӑл сайра кулнӑ, анчах пӗр кулсан вара тӗлӗнтерсех янӑ. Йӗри-тавра — шӑпах. Йӗркеллӗ ҫынсем ҫывӑрма выртнӑ. Пач-пач анчах ансӑр чӳречесенче ҫутӑ курӑнать. Целуйко адъютант блиндажран сиксе тухса, антраса кайнӑ пек, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ: — Озеров капитан, майор патне! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Джеммӑн кӳме кустӑрми ҫине усӑнса аннӑ плащне тӳрлетнӗ вӑхӑтра Пӑван сасартӑк куҫӗсене ҫӗклерӗ те Джемма ҫине пӑхса илчӗ. Джемма ҫав тери хӑранипе пуҫне хӑвӑрт тепӗр еннелле пӑрчӗ. Ҫӗҫӗ мӗнлине пӗлмешкен Том ҫавӑнтах буфета каскалама тапратрӗ, комода та касма пуҫларӗ, ҫак вӑхӑтра ӑна тумланмашкӑн чӗнчӗҫ: вырсарникунхи шкула каймалла. Леш кӗнеке, — эпир документа ҫав кӗнеке ӑшӗнчен тупрӑмӑр вӗт? Хамӑр ҫуртӑн хапхинчен иртмен пулсан та, кӑна эпӗ хамӑн пурнӑҫ опычӗ тӑрӑх калатӑп. — Сирӗл! — тесе кӑшкӑрса ячӗ конторщик. Мӗлке — Ку шкулта чухнех, тахҫанах пуҫланчӗ, — терӗ Ромашов малалла. Мунчо игумен хушнине илтсен, паҫӑрхинчен те ытларах пуҫне пӑркаларӗ, чарӑлнӑ куҫӗнче унӑн сехри хӑпни палӑрса тӑчӗ. — Аннене пӗлетӗп. Ҫакна тумалли тӗп майсенчен пӗри вӑл шӑлавар вӗҫӗсене атӑ кунчи ӑшне чикесси пулать. Чӑхсем те васкасах хапха айне кӗре-кӗре каяҫҫӗ; атласран ҫӗленӗ жилетка тӑхӑннӑ пек хура кӑкӑрлӑ, хӗрлӗ те авӑнчӑк хӳреллӗ пӗр харсӑр автан ҫул ҫинчех юлса юрласа яма хатӗрленнӗччӗ, анчах сасартӑках, вӑтаннӑ пек пулчӗ те, чупса кайрӗ. — Эсир пӑтранчӑк ӑнлантарса патӑр, эпӗ Алексейран ҫыру килессе кӗтетӗп, унӑн, тен, йӗркеллӗрех тухӗ… Тул ҫутӑла пуҫларӗ; хӗрлӗ лаптӑкӑн-лаптӑкӑн ирхи шуҫӑм палӑрчӗ. Тата кашниех унӑн мӗнпур пурлӑхӗ те Исидорӑна юлассине пӗлсе тӑнӑ. Ҫапла, пачах та… килӗшӳсӗр япала. Курайман хӗрарӑмпа вара синьора Грассини уйрӑммӑнах ҫепӗҫ калаҫнӑ. Савельич аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи пекех хытса тӑчӗ. — Кай! Малта, хӗвел ҫутатса тӑракан пӗр ҫаврака пысӑк айлӑмра ял курӑнса кайрӗ. Пугачев йӳҫҫӗн кулса илчӗ. Вӑл мана юратать, эпӗ те ӑна кирлӗ. Анчах часах запорожецсем ним ӗҫ ҫукран тата нумай вӑхӑт хушши урӑлла пурӑннӑран аптрама тытӑнчӗҫ. Турӑ улӑштарман та Никон улӑштарнӑ. Давыдов ытларах та ытларах шурса пычӗ, пӗр сӑмах чӗнме пултараймасӑр, кӑвакарса кайнӑ тутисене сиктеркелесе илчӗ. Губкома Бояркӑран килнӗ кӗске телеграмма Корчагин вилни ҫинчен пӗлтерчӗ. Чӳречесенчен самантрах старик фермерӑн тата унӑн икӗ патмар ывӑлӗн пуҫӗсем курӑнса кайрӗҫ. «Мӗн кирлӗ сана, лӗпӗшӗм?» — тетӗп. Купипех укҫа выртать — пӑхма хӑрушӑ! Ҫапах та вӑл тӑлӑх арӑм патӗнче хӑна пулас шухӑша пӑрахма пултараймарӗ. — Эпӗ сирӗн сӑмахран тухмӑп, monsieur Dimitri, — пуҫларӗ Джемма, пӑртак йӑл кулса тата куҫхаршийӗсене кӑшт ҫӗклентерсе: — анчах мӗнле канаш паратӑр-ха эсир мана? Сирӗн килте никам та ҫук: те пурте ҫывӑраҫҫӗ, те уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ, эпӗ акӑ кунталла утрӑм. Тул ҫутипе вӑрантӑм та, татах ҫывӑрас тесе, тепӗр аяк ҫине ҫаврӑнса выртма шутларӑм, сасартӑк куратӑп — килте шӑп: никам та ҫук, калаҫкалани те илтӗнмест. Ромашов ун патӗнче вунпӗр сехетчен ларчӗ. Тӑхта-ха пӑртак! Николай кула-кула амӑшӗ патне пычӗ, унӑн аллине тытрӗ: — Эпӗ сана курман пулсан — хӑть те каялла тӗрмене кай! Ҫу епле ҫитсе тӑнине Воропаев сиссе те юлаймарӗ, халӗ ӗнтӗ ҫын мӗн те пулин туса ҫитереймесен яланах пулакан ҫӑмӑл канӑҫсӑрлӑх сасартӑк ун чӗрин пӗр кӗтессине пырса тӗкӗнчӗ. Пӗри анчах пемен. Вӑл карабинне пӑрахрӗ те, ҫӗр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ: — Ҫук, эпӗ пултараймастӑп, пултараймастӑп! — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. — Тӑшман инҫе мар, — терӗ Иван Кузмич. Эпӗ вӗт Марья Васильевнӑна халь анчах куртӑм. — Пӑх-ха! Хӑй пӗр сӑмах та чӗнеймест. Пур меслет, мелпе танлаштару арканать вара ҫак шалт тӗлӗнтерекен тискерле ӑнланмалӑх ҫумне ҫапӑнса. Вӗсем ӑна ирхи апат хыҫҫӑн курчӗҫ, вӑл карап пуҫне кайса, иртсе каякан матрос умне пычӗ те, ыйткалакан пек аллине тӑсрӗ. Асӑннӑ юханшыв тӑрӑхӗнче пурӑнакан халӑхсене пурне те, урӑхла каласан, Ҫӗнӗ Зеландири ҫынсене пурне те ҫак юханшыв ячӗпе чӗнеҫҫӗ. Ку пирӗншӗн пурпӗрех. — Эсӗ хускалмасӑр выртнӑ вӑхӑтра эпӗ ҫак ҫула йӗрлесе пӑхрӑм. — Кашкӑрсем кӑна-им, ара, тӗнчере… Юр хупласа лартма пултарать сире, пушар тухма пултарать… — Мӗн шикленмелли пур? Е вӑл Катьӑна ҫавӑрнӑ пулсан, эпӗ сана хӑвӑртрах кил тесе ҫырса янӑ пулӑттӑм-и? Старике кӳрентересрен шикленсе, итлекенсем пит шӑп лараҫҫӗ. — Ман шӑллӑм ку, корпусран килчӗ. Анчах вӑл мана чӗререн хӑйӗн шӑршлӑ сурчӑкӗпе сурсан, эпӗ тӳссе тӑраймарӑм. Тарас тарӑн шухӑша кайрӗ, хӑйӗн полкӗ умӗн утса пынӑ чухне вӑл такшин хӑйне чылайранпа ятран чӗннине те илтмерӗ. Вара вӑл ҫулҫӑсене туртса уйӑрма тытӑнчӗ те — аллине ҫулҫӑсем витӗр шӑртланса тӑракан йӗпсем ҫине тӑрӑнтарчӗ. — Ун чухне вара хамӑр ҫултан пӗр ҫитмӗл пилӗк миль пӑрӑнса Вантан сьеррин пирвайхи улӑхӗсене кӗретпӗр, унта шывсем нумай юхаҫҫӗ. — Хӑваласа кӑлартӑрах, Иван Павлыч, — терӗм те ӑна ҫавӑнтах чуптуса илтӗм. Алса ӑҫта-ха ҫав? Садра ҫамрӑк курсант хуралра тӑрать. Вӑл тӑракан ҫӗртен ҫутӑ чӳрече курӑнать. Ҫак икӗ сасӑ, йӗрсе, хуйхӑрса, каҫ лӑпкӑлӑхӗпе уҫӑлӑхне юхса кӗрсен, пӗтӗм тавралӑх ӑшӑрах та лайӑхрах пек туйӑна пуҫланӑ; мӗнпур япала ҫав юрра юрлакан этемӗн хуйхине туйса, тӑван йӑвинчен хура вӑйсем хӑйпӑтса тухнипе, ҫичӗ ютри хӗн-хурлӑ ӗҫре мӑшкӑл тӳсме каякан ҫынна шеллесе, асаплӑ кулӑпа йӑлтӑртатнӑн туйӑннӑ. Ун пек пулма та пултараймасть, Бяла Черква пӑлхав пуҫласа яраймасть пулсан, вӑл пире пулӑшма пӗчӗк ушкӑн, пӗр вунӑ ҫын та пулин ямалла. Пӗчӗк ушкӑн килсен те ыттисене хавхалантарнӑ пулӗччӗ. Огнянов, Кандов пекех, хӑй пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут юратса курнӑ ҫын. Ҫыран хӗррипе, хам чарӑннӑ пӳрт патнелле утнӑ май, эпӗ ирӗксӗрех, хай, иртнӗ каҫхине суккӑр ача тинӗс урлӑ ишсе килнӗ ҫынна кӗтсе тӑнӑ вырӑн еннелле пӑхса пытӑм. Устенька пӗр минутлӑха та пӳртрен тухмарӗ, ытти хӗрсемпе тата Белецкипе тӑрмашрӗ. Чӑнах та ӗнтӗ: Валетка хӑй ҫав тери ырхан пулнипе иртен-ҫӳрене те тӗлӗнтернӗ, анчах та вӑл нумай, питӗ нумай пурӑнчӗ; хӑй питӗ япӑх пурӑннӑ пулин те, пӗрре те ҫухалса курман, хӑйӗн хуҫине пӑрахса кайма та шут тытман. «Пусӑрах, пурпӗрех аш-какай хатӗрлевӗ йӗркипе илсе тухса каяҫҫӗ!» Малалла йывӑррӑн пыратпӑр. Вӑл кашӑкне час-часах ҫӑварӗ патне мар, хӑлхи патне иле-иле пычӗ. Саша пуҫне усрӗ. Ҫав кунтанпа вара эпӗ нумайччен Миллионнӑя кайса пӑхмарӑм, анчах Ардальона тата тепӗр хут куртӑм, ӑна паром ҫинче тӗл пултӑм. Маттурскерччӗ. Ӗҫке ернӗ ҫын, вӑрӑ, сунарҫӑ, мӗнле сунарҫӑ тата! — Эсӗ мӗн, вут умӗнче тухатмӑш туса ларатӑн-им? — тесе ыйтрӗ кулкаласа. Эпӗ аран-аран ура ҫинче тӑратӑп, Даша инке ахлатса, хӑшлатса сывлать. Ҫав улпут арӑмне вӑл нихҫан та хӑйӗн еркӗнӗ тума пултарас ҫукки уншӑн пит те паллӑ пулнӑ. Трубара та, Грачевкӑра та, патша ҫуртӗнчи балра та вӑл ҫавӑн пекех.. Хӑй геройла ӗҫ туни ӑна калама ҫук савӑнтарса тӑчӗ. Пӗр самантлӑха вӑл тӑван шӑллӗне аса илчӗ. Эль-Койот такӑна-такӑна кайса, ятлаҫса, йӗри-тавра хыпашласа шыранӑ, юлашкинчен тин ҫеҫ хӑй мӗн шыранине — яланах эрех таврашӗ тытса усранӑ пысӑк флягӑна тупнӑ. — Мӗн эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, таттисӗр кунта сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗр? — терӗ вӑл мана пӗррехинче, Засекинсен хӑна пӳлӗмӗнче иксӗмӗрех юлсан. Выҫҫине-мӗнне аса илмесӗрех Гленарван пуринчен малтан Том Аустинран вӑл ҫак вырӑнсене мӗн майпа килни ҫинчен ыйтса пӗлме шутларӗ. — Сик-ха кунтан, Петро! Халӑх ушкӑнӗ кӗпӗрех ун хыҫҫӑн тулалла талпӑнчӗ. Кил-ха кунта, — терӗ. Урине ҫемҫе пушмак пекки тӑхӑннӑ сестра палатӑна кӗрет те сӗтел ҫине чечек лартать, тупата, мана ҫакӑн пек лӑпкӑлӑх, сӗтел ҫинчи чечексем, госпитальти шавсӑр ура пусӑмӗсем нимӗн чухлӗ те кирлӗ марччӗ ӗнтӗ! Пӗчӗкҫеҫ вӑрмана кӗрсен, юханшыв леш енче, ҫурӑм хыҫӗнчи кутамккине тӳрлетме тӑрсан, Андрей илтех кайрӗ: ӑна хыҫалтан такам хӑваласа ҫитет иккен. «Ку унӑн лаши, ун пирки иккӗленмелли ҫук. Столовӑй алӑкӗнче чарӑнса тӑчӗ те, шала кӗмесӗрех (кунашкал хӑтланасси халиччен пулманччӗ-ха):— Господасем, ну мӗ-ӗне пӗлтерекен япала ку! — кӑшкӑрчӗ вӑл хаваслӑ та юнтармӑшлӑ сассипе, иртӗнчӗк, анчах пурте юратакан хӗрача евӗр. Сӗтел хушшинче шалта Ваҫили Андрейч ларнӑ. Вӑл пӗр кӗске кутлӑ хура кӗрӗкпе кӑна пулнӑ. Хӑйӗн шӑн уссисене тасаткаласа, вӑл хӑйӗн тулта ларакан, хурчӑка куҫӗсем пек куҫӗсемпе ҫынсем ҫине, пӳрт йӗри-тавра пӑхкаланӑ. Усалли те унӑн — пӗр вӑрҫма, ҫапӑҫма юратни ҫеҫ. — Мӗн эс мана кӑшкӑратӑн? Вӑл вара пире хӑйпе калаҫнӑ чух кирек хӑҫан та пуҫа пӗкме, хӑйне «ырӑ ҫыннӑмӑр», «милорд» е «кӑмӑллӑ тусӑмӑр» тесе чӗнмӗ хушрӗ, енчен ӑна «Бриджуотер» тесе чӗнсен те, вӑл кӳренместӗп терӗ, мӗншӗн тесен ку хушамат мар, титул; пирӗнтен хӑшӗ те пулин ӑна сӗтел хушшинче апат-ҫимӗҫ лартса памалла, пӗр сӑмахпа каласан, ӑна яланах пӑхса-пулӑшса тӑмалла. Ҫак хӑрушӑ та киревсӗр ҫын обществӑшӑн вилнӗ, унпа пӗрлех пӑлхав та, пӗр-пӗрин хушшинчи харкашу та, тӑвана вӗлерекен тискер вӑрҫӑ та пӗтме патне ҫитнӗ, такам вара сасартӑк ӑна ҫӗнӗрен чӗртме шухӑшлать. Аким ӑна тата икӗ хутчен пулӑшрӗ — вӑл ӑна урӑх ӗҫсене куҫаркаласа пӑхрӗ, анчах хӑтӑлма ҫук япала пулатех: иккӗмӗш уйӑхӗнче Павел вырӑн ҫинех тӑсӑлса ӳкет. Анчах тепӗр эрнерен, шыв хӗрринчи пристаньсенче вутӑ шаршанӗсем тусем пек ӳссе ларсан, сивӗ шыв тата кӗрхи витӗр шӑнтакан сивӗсем юнра пытанса тӑракан тӑшмана вӑратрӗҫ те, Корчагин вӗриленсе кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл председатель Буриш пуҫӗ йӗри-тавра, светуйсенни пек, ҫутӑ йӑлкӑшса тӑнине курнӑ пулсан та, ҫав светуйланнӑ Буриш хӑйӗн шап-шурӑ ҫуначӗсемпе ик еннелле уҫӑлса кайнӑ маччаран ҫӗрелле вӗҫсе аннине курнӑ пулсан та тӗлӗнмен пулӗччӗ. Мухтавлӑ суд чапӗ, кирек хӑш енчен палӑрсан та, тӗлӗнтерме пултарайман ӑна. Ҫак ҫынсен йӗркесӗрлӗхӗпе эпӗ кунтан-кун ытларах та ытларах ҫырлахма пуҫларӑм, вӗсен кулленхи пурнӑҫне хӑнӑхса пытӑм, ку пурнӑҫра лайӑххи нумай пулнине куртӑм. Мӗн вӗрентетӗр эсир мана? — Сансӑр пурӑнма пултараймастӑп! — Япалусене ил те эппин, халех кайӑпӑр, — терӗ пиччӗшӗ. Ҫакӑн пек сӑнав ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха: вылямалли тупӑпа пӗчӗк шарике персе янӑ, анчах шарикне резина ҫиппе кӑкарнӑ пултӑр. Шарикӗ вӗҫет, анчах резинки туртӑнса ӑна вӗҫме чӑрмантарать, хӑвӑртлӑхне чакарать. Пӳрте халӑх туллиех кӗрсе тулсан, хура перчетке тӑхӑннӑ тупӑкҫӑ, лӑпкӑ сӑнлӑ сӑпай этем, кушак евӗр ҫемҫен утса, пӗтӗмпех тӗплӗн пӑхса тухрӗ, юлашкинчен темӗн кӑшт тӳрлеткелерӗ, пурте йӗркеллӗ те чыслӑ пултӑр терӗ ӗнтӗ. Ачасем иккӗшӗ те ҫаппа-ҫарамас пекех, Жоржетта ҫийӗнче тахҫан-ӗлӗк юбка пулнӑ ҫӗтӗк ҫакӑнса тӑрать. Ача нимӗн те чӗнмерӗ. Хӑвӑн Сирийӳпе Месопотами, Финикипе Вавилон хуҫи пулас килет-и санӑн? Сирӗн Павлов тухтӑрпа пӗрле Ванокана вӗҫсе каймалла пулать. Лаши ывӑнса ҫитнӗ пулмалла, вӑл тарланипе пӗтӗмпех кӑтраланса, пӑсланса ларнӑ та утса кӑна пынӑ. Эпӗ ҫывӑрнӑ пек туса выртатӑп. Итлер-ха. — Ак, сирӗн лашӑра юханшыв леш енче улӑштартӑм! — Эсир калама ҫук чухлатӑр. Метиса пытарсан тепӗр кунне Том Гека, пысӑк ӗҫсем ҫинчен калаҫса пӑхмашкӑн, ҫын ҫук ҫӗре ертсе кайрӗ. Эпӗ, авӑ, эсир килнине курсанах сӗтел ҫине тепӗр тирӗк лартма хушрӑм, пирӗн кӑмӑла ан хӑварӑр ӗнтӗ. Симурден виле пекех шурса кайрӗ, аҫа ҫапнӑ ҫын пек хускалми пулчӗ. Пурте тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Кунаксем пулӑпӑр. Кунтах иксӗлсе пулакан рис, сакӑр уйӑхра виҫӗ тухӑҫ паракан, пӗр акнӑ пӗрчӗрен икҫӗр пӗрчӗ ӳсекен кукуруза; кунжут, паллӑ кайен пӑрӑҫӗнчен те хӑватлӑрах Уруа облаҫӗнчи пӑрӑҫ; маниока, сорго, мускат мӑйӑрӗ, тӑвар, пальма ҫӑвӗ. Ку тӗлте городничийӗн пит-куҫӗпе пӗвӗ, паҫӑр крыльца ҫине хӑпарасшӑн тертленнӗ чухнехи пек, асаплӑн курӑнчӗ. Эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, Уран Хӗвел тавра сакӑрвун тӑватӑ ҫул хушшинче пӗрре ҫаврӑнса ҫитет. — Тӑван ҫӗршыва сутакана! Хам аллӑмпа! Эпӗ ӑна, ирсӗре!.. Олейник сержант чухласа илчӗ: халех акӑ икӗ шеренги те икшер утӑм малалла ярса пусаҫҫӗ. — Пӑх-ха Артамонов пирӗн тусан айне пулнӑ, кӑвакарсах кайнӑ цыган… — терӗ тахӑшӗ. Юланутсенчен вӑл пӗр икҫӗр утӑм каярахра ҫеҫ пулин те, лешсем ун лаша ури сассине халь те сисмен-ха. Учитель тени уншӑн тарҫӑ е пӗр-пӗр мастер пек кӑна; тарҫӑ е мастер, уншӑн пулсассӑн, арҫын пек те туйӑнман. Калӑпӑр, ҫав сысна ҫури мӗн тума кирлӗ-ха ара мана? Келлине итлӗр те ҫӗре выртар. — Алай, алай, леш татса кайнӑ пӗве ҫинче. Анчах вӑл кантӑр ҫеҫ иккенне пӗлсен ирӗксӗрех тарӑхӑн. * * * Ҫурҫӗр ҫитнӗ. Анчах чӑтлӑх вӑрман ҫывӑххине курсан, вӑл каллех ӗмӗтленме пуҫлать. Каҫсенче — офицерсен клубӗнче пулатпӑр, вӑл эпӗ кунта килсен уҫӑлчӗ, унта пуринчен ытла ҫамрӑксем савӑнаҫҫӗ, торпедӑсемпе атакӑланӑ хыҫҫӑн вилӗмлӗ хӑрушлӑхран тухса ӑмсантарас хаваслӑхпа ташлама тытӑнаҫҫӗ те, хӗрарӑмсемпе калаҫаҫҫӗ. Эпир пӗр-пӗрне хирӗҫ чылайччен пӑхса тӑтӑмӑр, пӗр сӑмах чӗнмесӗр тинкертӗмӗр; унтан, ҫывӑхарах куҫса тӑрса, пӗрне-пӗри чуптӑвасшӑнччӗ, тата кӑштах пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн ҫак шухӑш таҫта кайса ҫухалчӗ. Анса ларма хатӗр пулӑр! Эсир мана леш тумламсене панӑранпа — астӑватӑр-и? Шывпа сипленекен хӗрарӑмсем кӑнтӑр кунӗнчех халӗ те черкессем тапӑнасран шикленеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Грушницкий хӑй шинелӗ ҫинчен хӗҫ те икӗ пистолет ҫакса янӑ, ҫав паттӑрла тумпа вӑл самаях кулӑшла курӑнать. — Ривэра, хӑвӑра ҫӗнтерме ирӗк парӑр! Эпӗ ҫаксене пурне те паян кунчченех манман, ҫавӑн пекех бальзаминпа ларакан чӳлмексене, чӑпар чаршавлӑ краватсене, тата ҫав вӑхӑтра пулнӑ ытти япаласене те астӑватӑп. Генерал Романенко Воропаева аллинчен тытрӗ те ӑна ураран пуҫласа пуҫа ҫитичченех хӑвӑрт пӑхса ҫаврӑнчӗ. Темӗн килӗшмерӗ пулас ӑна, вӑл машина патнелле утрӗ. — Ҫук, ӗлӗкхи пек мар, пачах улшӑннӑ… Тухтӑрсен консилиумӗ, Павелӑн шыҫса кайнӑ чӗркуҫҫине тӗплӗн пӑхса рентгенпа ӳкернӗ хыҫҫӑн, ӑна васкасах операци тумалла тесе йышӑнать. Эпӗ ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӑм, анчах та вӑл мана паллаймарӗ. — Вӑл Катяпа пӗтӗмпех пиччӗшӗ пек, — терӗ Анна Сергеевна: — тен, манӑн вӗсене пӗр-пӗринпе ҫав териех ҫывхартмалла пулман пулин те, мана килӗшет ку. Квейспа юнашар тенӗ пекех, пӗр енче нимӗҫ салтакӗ тӑрать, кӑкӑрӗ умне вӑл автомат тытнӑ, тепӗр енче — Ефим Чернявкин, анчах халь вӑл сухалсӑрах, ҫӗнӗ пиншакпа. Нерв тени вӑл офицершӑн — мӑшкӑл, унӑн чысне ярать! — «Геновева». Унӑн пӳрчӗ ҫакӑнтан инҫе мар пулӗ. Устенька кӑпӑшкаскер, хӗрлӗ питлӗ чиперкке хӗрача, ҫаннисене тавӑрса хунӑскер, Белецкий пӳртне турилккесем илме чупса кӗчӗ. Ҫав самантрах юнашар пӳлӗмри алӑк уҫӑлчӗ те — Санин шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Кӳллӗн витӗр курӑнакан тӗпӗнчен хӗп-хӗрлӗ, ҫаврака пулӑсем ерипен ҫӗкленеҫҫӗ, вӑрӑм йӗпписен тӗртӗмӗсене хускаткаланӑ май Лося шывлӑ-нӳрӗк куҫӗсемпе тӗсеҫҫӗ. Е, юрать тейӗпӗр, эсир ӑна чиксе пӑрахсан: хӑяматаччӗ унпа, Алексей Иванычпа, эпӗ хам та ӑна килӗштерсех каймастӑп. Анчах ҫырана ҫитсен, атте унта курӑнмарӗ; вара эпӗ кимме хӑвапа иҫӗм аври кашласа ӳсекен юханшыв вӑррине илсе кӗтӗм, ӑна тӗплӗрех ҫӗре пытарма шутларӑм, кайран вӑрмана тарас вырӑнне юханшыв тӑрӑх пӗр аллӑ миля анатарах анӑп терӗм, вара пӗр вырӑнта ытларах пурӑнӑп, мӗн-ма ҫуран ҫӳресе асапланас манӑн? Хӗрӗн чӗринче пулас телее именчӗклӗн шанни ҫутӑран ҫутӑ хӗмлене пуҫланӑ. Пӗрех мар-и вара? «Эс хӑвшӑн вӑрӑм ӗмӗр ыйтманшӑн, хӑвшӑн пуянлӑх ыйтманшӑн, хӑвшӑн тӑшманусен чунӗсене ыйтманшӑн, анчах аслӑлӑх ыйтнӑшӑн — эпӗ сан сӑмаху тӑрӑх тӑватӑп акӑ. Хамӑн тивӗҫӗмсене виҫӗ ушкӑна: хам тӗлӗшпе, ҫывӑх ҫынсен тӗлӗшпе тата турӑ тӗлӗшпе епле пулмалли ҫине уйӑрса, эпӗ пӗрремӗш ушкӑнтисене ҫырма тытӑнтӑм, анчах вӗсем питӗ нумай та темиҫе тӗрлӗ, темиҫе тӗслӗ пулни палӑрчӗ, ҫавӑнпа малтан «Пурнӑҫ Правилисене» ҫырмалла, унтан расписани тума тытӑнмалла пек туйӑнчӗ. Хӑй ҫине тӗлӗнсе, шикленсе пӑхса тӑракан ачасене асӑрхасан тин вӗсен сӑмаххисем ун хӑлхине пырса кӗчӗҫ. — Мӗн тата? Посол тени хӑҫан ҫарран ҫӳрени пур? — Пурӑнчӗ Яков этем, ӗҫсе-ҫирӗ тем-тем, халь ӗнтӗ ӑна — каймалли кӑна… Сывлӑшсӑр уҫлӑхра, хирӗҫлев ҫук ҫӗрте, вӗҫеве нимӗн те чӑрмантарман ҫӗрте, — ракета вӗҫӗмсӗр ӳссе пыракан хӑвӑртлӑхпа вирхӗнсе куҫать, унта эпӗ, ахӑртнех, ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе вӗҫеетӗп, енчен те, паллах, магнит витӗмӗ чӑрмантармасан. Ҫав хаяр судьесем ӑна айӑплӑ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, мӗн пулӗ-ши? Ҫавӑнпа та ҫак феномен ҫинчен чӑннипе вӑл мӗн майлӑ пулнине ӑнлантарса пама йывӑр. Манӑн динамикӑллӑ пӗчӗк фонарь пурччӗ, ӑна ҫутас тесен пӗр вӗҫӗмрен пӳрнесемпе ӗҫлемелле пулать, анчах та тӑтӑшах ӗҫлеме май ҫук, эпӗ вара пӳрнесене сарса яратӑп, — халӗ ӗнтӗ акӑ сасартӑках сивӗ пулса кайрӗ, вара малтан мӗн пулнӑ, пурте хӑйсен вырӑнне вырнаҫаҫҫӗ, эпӗ вара кабина хушӑкӗнчен варкӑшса кӗрекен тӑман хама хӳсе кайнине туйма пуҫларӑм. Хӑйне ларса пыма хаҫат ҫыххинчен канлӗ кресло пекки туса, офицер хӑй янахне темле йывӑр та хура тӗслӗ, ҫиелтен ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ тӗлӗнмелле туя ҫине хурса, тӗлӗрсе пычӗ: сайра-хутра, вӑраннӑ пек пулса, йӗри-тавралла телейлӗ сӑнпа ҫаврӑнса пӑхса, вӗри те тутлӑ шӑршӑллӑ сывлӑша пӗтӗм кӑкрипе шалалла туртса пычӗ. — Вилчӗ-и? — пӑшӑлтатрӗ унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче Петрӑн чӗтревлӗ сасси. Унтан каллех Тихонӑн ӑнланмалла мар сӑмахӗ кахаллӑн кӗрлет: — Эсир, ачасем, этем ҫинчен ытларах вӗренӗр, этем мӗнле япала вӑл? Эппин, мӗншӗн-ха унӑн Огнянова кӗтсех тӑракан нушаллӑ шӑпана чӑтмалла? Анчах та вӑл больницӑри пӗчӗкҫеҫ таса та ҫутӑ пӳлӗме пырса кӗрсен, Егор койка ҫинче, пӗр купа шурӑ минтер хушшинче, хӑйлатса кулса ларнине курсан, тӳрех лӑпланчӗ. Ҫитменнине тата манӑн ӑна ӑҫта йышӑнмалла? Хӑш чухне медицина ҫинчен каласа та хӑйне хӑй пӳлет вӑл:— Ҫӑрттан пулӑ пуриншӗн те усӑллах мар, ӑша йывӑрлатать вӑл, — тет. Хӳшӗ ӑшӗнче шӑпах. — Хам чӗрӗ чухне ҫухатмастӑп, ҫухататӑп пулсан вара — пуҫпа пӗрле, — шантарчӗ Давыдов, пистолета шалаварӑн хыҫалти кӗсйине чикнӗ май. Ромашов ӑна халех Хлебникова кунҫӑран улӑштарма хушрӗ. Вӗсем нумаййӑн, ҫавна пула лере, ту айккинче, тӗттӗмре, кӗрлевлӗ шав тӑрать. — Ҫакнашкал ырлӑха кам хирӗҫ пултӑр? — кӑшкӑрчӗ Турилинӑн нумай ачаллӑ арӑмӗ. Эсӗ ылханлӑ чеченец мар-ҫке, тӳрӗ кӑмӑллӑ христианин. Мӗн тери ҫӗршывсене нимӗҫ пӗр эрне хушшинче танксемпе таптаса тухрӗ! Христофор атте! — Тавтапуҫ, асанне! — теме ҫеҫ пултарчӗ Алексей, карчӑк тухса кайнӑ чух. Ну, вӑл ним те мар. Лешсем йӑл кулчӗҫ; пӗр-пӗрин хушшинче лайӑх ҫыхӑну йӗркеленме пуҫланӑччӗ, анчах учительница каллех сӑмахсене пайӑн-пайӑн уйӑрса вулама тытӑнсан, ачасем тетрачӗсем ҫинелле ӳпӗнчӗҫ. Хӗрарӑмӗсем арҫыннисенчен те ирсӗртерех. Марийка ҫавӑнтах чӳрече ҫумӗнчен хӑпрӗ. — Мӗнле ответлес тетӗн? — Ун сассинче вӑл тарӑхни те, кӳренни те илтӗнчӗ, вӑл хӑйӗн ывӑлне каҫарма ҫук пысӑк йӑнӑш тунӑшӑн ятланӑ пек пулчӗ. Вӑл вӗри чӗреллӗ, вӑрттӑн шухӑшлӑ мар, хӑйӗн туртӑмӗсене час-часах улӑштарать, тӗрлӗрен япаласемпе интересленет, вара вӗсене пӗтӗм чунӗпе парӑнать. Ерофей Кузьмич тахҫанах ывӑлне авлантарма шутланӑ. Ку хут тӑрӑх — 17… ҫулта дворянин-канцелярист Фадей Спицын ҫак имение провинциальнӑй секретарь, каярахпа коллежски ассесор пулнӑ Петр Троекурова сутнӑ. Анчах, нимӗне те кӑмӑлласа йышӑнман пулин те, вӑл пуҫ усса ҫӳрекен, кичем тата пурне те тиркесе калаҫакан яш пулман, пачах та урӑхла, вӑл пӗрмаях мӗнпе те пулин хавхаланнӑ. Мӗн те пулин тупма май килмӗ-и тесе король те хулана кайма шутларӗ. «Пилигрим» суту-илӳ карапӗсем ҫӳрекен ҫулсенчен аякра пулнипе, кит тытакан карапсем ҫулталӑкӑн ҫак вӑхӑтӗнче кӑнтӑрти тинӗссенче иккенне Дик Сэнд ҫав тери аван пӗлет. Мӗншӗнне Эсир чухласа илейместӗр-и? Вара ун чухне пирӗн хушӑмӑра ҫӗр утмӑл километр ҫеҫ уйӑрса тӑнӑ пулӗччӗ, унтан пӗрре те ытлах мар. — Эй-эй-эй! — Ҫӑлсем ҫукки сана тӗлӗнтерет-и мӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл. Тумланасса капӑр тумланать, пӗрешки тимӗрӗ ҫинче те унӑн МРУЛ палли пур-ха, ку вӑл — аслӑ классенче вӗренекенсен представителӗ. Кунта пӗтӗмпех шкул совечӗ пуҫтарӑннӑ. Аннем патӗнче Майданов ларать; вӑл мана хӑй поэмине килсе пачӗ, эпӗ пур ӑна пӗччен тӑратса хӑвартӑм. Ӑна ангелсам хул хушшинчен ярса тытса пӗлӗтелле илсе кайрӗҫ; лайӑх пулать ӑна унта. Курӑнми тӗпсӗрлӗх хӗрри стена ҫывӑхӗнчех, — пӗрре сылтӑмра, тепре сулахайра, каллех сылтӑмра. Вара вӗсем парӑнчӗҫ. Анчах халь ун ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫук. Пӗр виҫӗ хутчен вӑл пӗтӗмпех куҫран ҫухалнӑ. — Калатӑп-ҫке-ха ҫук тесе, апла пулсан, ҫук ӗнтӗ! Вӑл ҫын темиҫе пин ҫул ӗлӗкрех вилнӗ, ҫавӑнпа та ӑна ҫилленме те кирлӗ мар! — шӳтлесе илет хохол, анчах унӑн куҫӗ пӑшӑрханса пӑхать. Эпӗ ӑна тав турӑм та, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, терӗм, анчах тӗнчере «Дисциплинарнӑй устав» текен кӗнеке пур, ӑна вуланӑ хыҫҫӑн ытла вӗҫсе каяссу та килмӗ, терӗм. У, эпӗ йӑлтах пӗлетӗп. Туннель патӗнче ҫутӑсем мӗлтлете пуҫларӗҫ, чугун ҫул ҫинче, тревога парса, винтовка сасси кӗрлесе кайрӗ. Лешсем яланах арӑмӗсене хӗненӗ. Уйӑх ҫинчен Ҫӗр ҫинелле пӑхнӑ пулсан, Ҫӗр ытарма ҫук илемлӗ курӑннӑ пулӗччӗ. Рада чӗри сиксе тухас пек тапма тытӑнчӗ. Пӳрте кӗтӗмӗр, эпӗ шутласа тӑмарӑм, алкумне тухса шӑвӑнтӑм, унтан — крыльца ҫине, вара алӑк питӗркӗчне васкаса сӑнчӑрларӑм та, хам кунта, шкула тухса вӗҫтертӗм! — Ҫӑварна кар, телее тыт… — Эсир мана, Алексей Вениаминович, пурӑнма вӗрентрӗр, анчах хӑвӑр пурӑнма пӗлместӗр. Эх, эс мана ӗненместӗн-ха! — анӑраса кӑшкӑрчӗ вӑл, мана куҫран пӑхасшӑн пулса, умма хӑяккӑн кӗрсе. — Мисс Грант, мисс Грант! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Элен, ҫамрӑк хӗрачана хӑй патнелле ҫавӑрса илсе, ӑна вӗҫӗ-хӗррисӗр чуптума пуҫларӗ. Ҫуртсен стенисем ҫине концертсем пуласси ҫинчен пӗлтерекен афишӑсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ. Эсир сывӑ пулмасан, мӗн пурнӑҫӗ пултӑр-ха пирӗншӗн? Грант капитан пирӗнпе мар-ха, анчах эпир ӑна тупассине хытӑ ӗненсе тӑратпӑр! — Монсеньор, Танис чиркӗвӗ тин ҫеҫ тӑватӑ сехет: ҫапрӗ, — терӗ вӑл маркиза. — Пурте унтах. — Эсир ун пек йывӑҫа асӑрхасан, мана кӑтартӑр-ха, Гаррис мистер, — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Эпӗ тарма пикентӗм, анчах такам ҫине пырса ҫапӑнтӑм. Пӗрне тӗртсе яратӑп та, тепӗрин аллине лекетӗп. Лешӗ мана хытӑ ҫавӑрса тытрӗ. Половцев пӗр хушӑ чӗнмерӗ, сӑн-питрен улшӑнса хаярланчӗ те халь ӗнтӗ типпӗн, ӗҫлӗ ҫын сассипе:— Почта килсе кайни нумай пулать-и? — тесе ыйтрӗ. — Куна нимӗҫсен ҫӗр ҫинчи наводчикӗ, хӑйсен самолёчӗсене хӑрушлӑх пирки асӑрхаттарса кӑшкӑрчӗ пулмалла. Хӗвел шевли унӑн сӑпки ҫинче вылять, мӗн кӗрентерех иккенне калама та йывӑр — те хӗвел шевли, те Жоржетта урисем. — Тӗрӗс мар; атте мана ниме юрӑхсӑрскер тесе каласан, эпӗ ӑна пӗр вӑхӑт кураймасӑр ҫӳрени тата вилӗм сунни ҫинчен ху умӑнта йышӑннине астӑватӑн пуль: эсӗ те манашкалах… Икӗ ҫынна йӗрлесе пыма йывӑртарах, — юрать-и? Атте ку хӗл нумай вылярӗ, юлашки вӑхӑтра пайтах выляса ячӗ, анчах, ытти чухнехи пекех, картла выляссине ҫемье пурнӑҫӗпе пӑтраштарасшӑн мар пулса, хӑйӗн выляс ӗҫӗ епле пынине килтисенчен пуринчен те пытарать. Авдотья Васильевна хӑйне пӗртте хӗрхенмест, тӗксӗм блузӑпа, ҫӳҫне-пуҫне турамасӑр, ирпе тӑватӑ сехетре е пиллӗкре пулсан та (тепӗр чух сывмаррине тата хӗл пӗтеспе йывӑр ҫын пулнине пӑхмасӑр, аттене хирӗҫ сулӑнкаласа та пулин тухассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать, ҫав вӑхӑталла атте, хӑш чухне ҫав тери ывӑнса, пайтах выляса ярса, намӑс тӳссе, саккӑрмӗш штраф хыҫҫӑн клубран таврӑнать. Эпӗ сана наянланса пурӑнма памастӑп… Хӑй ытлашши ҫилленсе калаҫма тытӑннине туйса, Петр Артамонов хӑйӗн сӑмахӗсене ҫемҫетме хӑтланчӗ: — Эпӗ — ӑнланатӑп, санӑн Мускавра пурӑнас килет; унта пурӑнма савӑнӑҫлӑрах, акӑ Алексей те… Илья, кӗнекине ҫӗклесе, ун ҫинчи хӑйӑр пӗрчисене вӗрсе антарчӗ те:— Вӗренме ирӗк парӑр, — терӗ. — Тен, ку тырра халех алласа пӑрахар? Анчах хӑвӑр умра пач нимӗскер те, пӗр нимӗскер те пулмасть текен шухӑшӑн пӗтӗм хӑрушлӑхне кӑларса тӑратӑр-ха, ни тӗттӗмлӗх, ни пушӑлӑх, ни сивӗ… ҫакӑн пирки шутланиех те пулмасть-ҫке ун чух, хӑрани-сехӗрленни те юлмасть! Пӗрне доктор Грэй тата эпӗ, тепӗр вахтӑна — сквайр, Гэнтер тата Джойс кӗтӗмӗр. Кашни пуян ҫуртри пекех, ҫӑвӑнмалли пур, сӗтел, сакӑсем, Цанкон килти япалисене тытмалли тем пысӑкӑш шкап пур. Вӑл Оленинран хӑрарӗ пулас. — Тӑхта-ха, Назарка каюк илсе килет, — кӑшкӑрса ячӗ урядник. — Мӗн тӑвас тетӗп, ҫавна тӑватӑп, — тавӑрчӗ Негоро. — А, сывах иккен Курилка? Вӗсем анатра, шыв хӗрринче, унта карта епле тытнине пӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫамрӑк ачан та ашшӗ кӳми ҫине ларса тӳпе тӑрӑх ҫӳресе курасси килнӗ. Анчах ашшӗ хӑй ывӑлне шанмасӑр тӑнӑ. Кайран ывӑлӗ ашшӗне ҫапах та ӳкӗте кӗртнӗ. Фаэтон йӑлкӑшакан ҫутӑ кӳме ларкӑчӗ ҫине савӑнса хӑпарса ларнӑ та тилхепине ярса тытнӑ, унтан тӳпе тӑрӑх тӗлӗнмелле илемлӗ ҫӑлтӑрсем хушшипе ҫула тухса кайнӑ. Тепӗр кун ирпе ҫыран ҫине тухса эпӗ пилӗк ҫул ҫурӑ курмасӑр пурӑннӑ хамӑн тӑван ҫӗршывӑма куртӑм. Патша ҫакӑншӑн ҫеҫ чӗннипе хӗпӗртенӗ купсасем вара хӗрарӑма ҫав хушӑрах чашки чӑп-тулли пуличченех кӗмӗл укҫасем пӑраха-пӑраха тултарнӑ — ваккисене те, шултрисене те. Хӗллесенче вӑл Петербурга каять. Ҫын пулӑшмасӑр ним те тума пултарайман арҫынна ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма килӗшӳллех мар ҫав. Нимӗҫ пулемечӗн юлашкийӗпе нимӗҫ эсэсовецӗсем пӑрахса хӑварнӑ мундирӗсен купи кунта куллен пулса иртекен ӗҫсене аса илтереҫҫӗ. Машинӑсем парӑр! — Вӑл хытса куштӑрканӑ алтупанне тӑсса кӑтартрӗ. «Инкек темерӗнех! Ҫав ҫынсем хушшинче пӑчӑхса пурӑнакан аҫа ҫури чӑхсене хупса хунӑ картана ӑнсӑртран пырса лекнӗ пулӑ манерлӗ туйӑнатчӗ, — танлаштарни килӗшӳллӗ мар та, ҫав пӗтӗм пурӑнӑҫӗ те килӗшӳллӗ марччӗ. Учӗсем унӑн хӗрарӑмӑнни пек шурӑ та ачаш пулнӑ. — Ара Островнов мӗн хӑтланать вара? Эпӗ, ку сӗнӗве йышӑнма юрамалла пек, тесе шутлатӑп. Тепӗр эрнерен эп сиртен Джемс Уэлдон валли ҫырнӑ ҫырӑва илӗп, унсӑрӑн хӑвӑр кутӑнлӑхӑршӑн пит те кулянмалла пулса тухӗ! Хӗпӗртерӗн вӗт, ватӑ барбос? Ҫавӑн пек чухне пӳлсе хуни кирек мӗнле ҫӑраран та лайӑхрах, ун витӗр тӑшмана курма та, пеме те пулать. Ялан пӗр хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшнине ку ҫын йӗркеллӗ япала тесе шутланӑн туйӑнчӗ. Тоня йӑлкӑшса тӑрать. Сасӑ ытла хӑвӑртах куҫса килеймест, ҫӑрарах сывлӑш сасса хӑвӑртлатмасть, вӑйлантарать ҫеҫ. Ольга ӑна хӑйӗн амӑшӗн портречӗ, тесе шутлать. Пӗрре вӗҫсе курнӑ ҫулпа звено пуҫӗнче вӗҫсе пынӑ чух вӑл сайра-хутран конверта аллипе тыта-тыта пӑхрӗ. Мӗн-ши ун ӑшӗнче? Ҫав именине сутнӑ кунран, Соболева доверенность панӑ кунран пуҫласа, урӑхла каласан 17 … ҫултанпа, атте вилнӗренпе те 17 … ҫултанпа халичченех пӗр тавлашусӑр-мӗнсӗр эпир, Дубровскисем, тытса тӑнине пӗтӗм таврари ҫынсем пӗлсе тӑраҫҫӗ, кун пирки ыйтсассӑн ялти 52 ҫын присяга парса калани те ӑна лайӑхах кӑтартса парать. Пӗр тӑван йӑмӑк качча каять. Часах Ваҫук кучер чупса ҫитрӗ. Унӑн куҫӗнчен пуҫласа мӑй таранах хура сухалпа хупланнӑ пичӗ те, ҫӑмламас алли те пурне те хӑратнӑ. — Мана та пӗтӗмӗшпех кайса пӗтмест, суйи нумай! Упӑшка чысӗ реанимациленчӗ. Анчах, ӑнлансам, килӗшӳ тунипе вӗҫленнӗ дуэльре яланах темӗскер юлать-ҫке… мӗнле каламалла-ши-ха?.. Ну, иккӗлентерекенни-и ӗнтӗ, мӗн-тӗр аптӑравлӑхпа юслӑха амалантарса хускатни-и… Эпӗ вӗсене парада хатӗрленӗ пек лартса тухрӑм, казаксене смотра тӑратнӑ пек. Мӗншӗн-ха вара ҫак шывсенче ку таранччен эпир курман пӗр-пӗр урӑхла йышши пулӑсем пурӑнма пултараймӗҫ? — терӗм. Никам та мана хӗсӗрлеместчӗ. — Ҫапла вара, сывлӑшпа татти-сыпписӗр усӑ курма тытӑнӑр. Вӑл Воропаева хӗрхенет, унпа калаҫма тытӑнсанах, хӑй йӗрсе яма пултарасран шикленет. Марьянка турткаланса тӑмарӗ. Манӑн тӑван ывӑла, таса чунлӑ ӑслӑ ачана, паян каллех тытса кайрӗҫ. Упӑшка ӳкрӗ. Чӑнах та, унӑн нимӗнрен шикленмелли те ҫук. Томӑн аллисем шӑнана ярса тытасшӑн кӗҫӗтсех тӑраҫҫӗ пулин те, кӗлӗ вӑхӑтӗнче ун пек тума хӑймасть, вӑл, ун пек хӑтлансан, хамӑн чуна ӗмӗрлӗхех пӗтерсе хурӑп, тесе шутланӑ. — Ухмахсем ҫук халӗ, — теҫҫӗ вӗсем. — Джим ларать-и унта е урӑххи — ӑна пӗлме йывӑр мар. Тем пысӑкӑш локомотивӑн тӗтӗмӗ пек мамӑк пӗлӗтсем каплана-каплана пырса васкавлӑн юхатчӗҫ. Тӳррипе каласан, ӑна эрех брэндирен ытларах кӑмӑла кайнине те ӗненмерӗм эпӗ. Пӗр унӑн окопӗсем патӗнче кӑна тӗтӗм кӑлараканни тӑрса юлчӗ. Манӑн кимме курсан, тухтӑр ӑна мухтамарӗ: пӗр ҫынна юрать пулӗ те, икӗ ҫынна чӑтаймасть ку терӗ. — Лайӑхрах ҫутатса тӑр-ха, эп ҫӳле хӑпарса пӑхам, — терӗ вӑл. Вӗсем крыльца ҫине тухрӗҫ. Эпӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав тери савӑнатӑп, ҫав тери телейлӗ пулатӑп! Кольхаун куҫран ҫухалсанах, Зеб хӑйӗн искусствипе усӑ курма хӑтланса пӑхнӑ. Эпӗ шӑтӑкра кӗтсе тӑрӑп… Ҫӗр алтма та пӗлетӗп… тата… — Апла пулсан, аван. Мана утӑ ҫулакан кирлӗ. Дик Сэнд пересшӗнччӗ ӑна, анчах Бенедикт пичче кӑшкӑрса ячӗ: — Ан перӗр, Дик! — Юрлакан пилеш кайӑкӗ вырӑнне… Компас йӗппи ҫурҫӗре кӑтартмалли вӗҫепе шӑпах тепӗр енне, эпир кӑнтӑр енӗ тесе шутланӑ ҫӗре кӑтартать. Ҫав хушӑрах пӑрахут йӗри-тавра, вӑрман тӑрӑх ҫил-тӑвӑл иртнӗ пек, сасӑ ҫӗкленчӗ, кашкӑр кӗтӗвӗ пек улани янӑрарӗ. Эпир пароход хыҫӗнче ларатпӑр, уйӑх ҫутиллӗ ӑша каҫ пире хирӗҫ ишсе пырать, кӗмӗл тӗслӗ шывран лерехре йӑлӑм енӗ аран ҫеҫ курӑнать, сӑртлӑ вырӑн хӗррийӗнчен сарӑ хӑй ҫутӑсем, темле ҫӑлтӑрсем, ҫӗр тыткӑнне лекнӗскерсем, мӑльт-мӑльт туса пӑхаҫҫӗ. Панӑ. — Ну, мӗнле? — ыйтрӗ вӑл. Каярахпа эпӗ, ҫав ӗҫ чӑнах пулнӑ-ши тесе тӗпчесе пӑхрӑм. Эсӗ ӑслӑ ҫын, сана кошевоя ахальтен суйламан, ӑнлантарса пар-ха: мӗншӗн пурӑнатпӑр эпир?» Авӑ, пурара тырӑ али выртать, — сӗнчӗ савӑннипе ӳсӗрӗлсе кайнӑ Игнатенок. Швабрин ухмах ҫын мар. Савӑнӑҫлӑ шав янӑраса кайрӗ халӑх хушшинче. Хӗвел пытанчӗ ӗнтӗ, каҫхи мӗлкесем вӑрман енчен хӑвӑрттӑн ҫывхарса килеҫҫӗ. Лешӗ ӑна асӑрхаймарӗ. Павел ун ҫине темӗнле тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. Ҫынсем пурнӑҫ хӑйсене яланах пӗр лек йывӑрлӑхпа пусса тӑнине хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем лайӑххи еннелле нимӗнле улшӑну пуласса та кӗтмеҫҫӗ, пур улшӑну та пусмӑра пысӑклатма пултарать, тесе шутлаҫҫӗ кӑна. Хуран курӑнакан нимӗҫ бомбовозӗсем тӗтӗм тӗслӗ кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗ айӗнчен тухса, тӳрех полк оборона йышӑннӑ ҫӗрелле ҫул тытрӗҫ. Ну, ӑна турӑ каҫартӑрах та!.. Чӗрине витӗр касакан тунсӑх хӗссе лартрӗ. Ҫитнӗ вырӑнтан малалла ярса пусмасӑр Кралич хапха ҫумне сӗвенчӗ. Анчах та епле-ха ачана: ялан ӗҫшӗн тӑрмашнӑ пирки пурӑнма питӗ кичем, тейӗн? Ревком канашлӑвне Устинович килчӗ. Хӑйӗн ухмахлӑхӗпе-и? Атьӑр тепӗр хут ҫаврӑнса ҫӳрер. — Ӑслӑлӑх вӑл, ачам, час-часах аташать, анчах кун пирки пӗрре те иккӗленсе тӑрасси ҫук, мӗншӗн тесен аташкалани пыра-киле чӑн ҫул ҫинех илсе тухать. Пуринчен ытла тӑвӑл вӑхӑтӗнче хытӑ ишрӗ карап: Дик Сэнд шутланӑ тӑрӑх, карап талӑкра вӑтамран икҫӗр мильӑран кая мар турӗ. Ҫӗнӗ хӑна килчӗ, ӑна та билет парас пулать! — вара пукан ҫинчен сиксе анчӗ те мана сюртук ҫанни вӗҫӗнчен ярса тытрӗ. — Каяр, — терӗ вӑл, — мӗн тӑратӑр эсир? Ҫакна эп тӳрех калатӑп… Ҫак сӑмахсене каласанах хӗрарӑм куҫӗ патне лорнет илсе пырса пушӑ стенасем ҫине пӑхма пуҫларӗ. Ҫавӑн пек пулма пултарассине пӑртак ӗненмелле мар туйӑннӑ пулин те, вӑл ҫапах та ҫавӑн пек пулӗ тесе шухӑшларах панӑ, ҫавӑншӑн вара вӑрттӑн хӗпӗртенӗ. Эсир Инсаров господин вӗт, ҫапла мар-и? Хӗрача, амӑшӗ кӑкӑрне сасартӑк ҫӑварӗнчен кӑларса, пуҫне хуллен ҫеҫ ҫавӑрчӗ; илемлӗ сенкер куҫӗсемпе хӑй патне ӳпӗннӗ хӗрлӗ сухаллӑ хӑрушӑ сӑн-пите пӑхрӗ те йӑл кулса илчӗ. — Кам кӑшкӑрать? — тинӗс енчен сиввӗн кӑшкӑрни янӑраса килчӗ. Алексей туртман, анчах халӗ вӑл темшӗн пирус илсе, ӑна аллипе лутӑркаса сӗтел ҫине хучӗ те, тӑруках, паҫӑр капитана каласа панӑ пекех, хӑй мӗн-мӗн тӳссе ирттерни ҫинчен пӗр харӑсах каласа пачӗ. Кӑкшӑм тени пӗрре шыв патне ҫӳреме вӗренчӗ-тӗк вара, такки ҫавӑнтах пуҫне ҫурать. Ҫав карта аяккисенче нимскер хитрелетсе хӑтланман архитектурӑллӑ хуралтӑсем пӗр вунӑ хуралтӑ ларать; вӗсен стенисене ҫатан пек авса туса, тӑм шӑлса лартнӑ. Хыҫалта госпиталь, складсем вырнаҫнӑ. Хӑрах енче гауптвахта, тепӗр енче — столовӑй тата офицерсен хваттерӗсем. Пурне те ансат тунӑ, анчах вӗсем таса та тирпейлӗ. Штукатурланӑ стенисене извеҫпе шуратса лартнӑ. Уншӑн вӑл ҫиленмерӗ. Турӑҫӑм, мӗн курӗ вӑл! Унсӑр пуҫне, патшана ларсан, Муана вилнӗ патшан ытти арӑмӗсен хаяр шӑпинчен пӑрӑнса юлать, ҫав вӑхӑтрах вӑл, Муани-Лунгӑн пӗрремӗш тата аслӑ арӑмӗ, хӑйне сахал мар тарӑхтарнӑ ун ытти кӗҫӗн арӑмӗсенчен те хӑтӑлать. — Мӗн апла? — тесе ыйтрӗ Морис. — Григорьев, килӗнтен тухса кайсан, ҫак тӑхӑр кун эсӗ ӑҫта ҫӳресе ирттертӗн, каласа пар-ха тархасшӑн? — Кам каять вырӑна пӑхма? — пӗр минут шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Паллах. Пит йывӑр пулчӗ мана ҫав шутсӑр усал сехетсенче. — Арабия тикан майри ҫӗмӗрт татнӑ чух курнӑ ӑна. Ҫапла вара, тыткӑна лекнисен карталанса, сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑркаланмасӑр утмалла. Пӗтӗм ыйтӑвӗ те ҫакӑнта ҫеҫ пулнӑ — мӗнле, ӑҫта тата хӑҫан тунӑ-ши? Ӗҫе чухлакан ача матросӑн кӑмӑлне кайрӗ. Валя хваттерӗн алӑкӗ ҫинче пӑхӑр хӑма татӑкӗ ҫакӑнса тӑрать: «Профессор Валентин Николаевич Жуков». Часах эпир вӗсен урисем тапӑртатнине тата туратсем шатӑртатнине илтрӗмӗр. Вӗсем чӑтлӑх витӗр тухаҫҫӗ мӗн. — Ҫынна вӑл хӑй мӗнле пурӑнас тенӗ пек пурӑнма чарма юрамасть, — терӗ Илья, пуҫӗпе сулса илсе. Эпӗ ҫак асран кайми куккӑшӗ ҫинчен ҫӗр те пӗр хут илтетӗп, — ватӑ та мӑнтӑркка ҫын, Гаер пекех шатра питлӗскер, ялтан тустарса ҫитет, сарӑ кӗрӗкне хывса юрне силле-силле пӳрте кӗрет, турӑш умне тӑрса пуҫҫапать. — Эсӗ сӗтеле ан силлентер, — килӗшӳ тума хӑтланса канаш парать хуҫа. — Стайка тухасса вутӑ шаршанӗ хыҫӗнче кӗтсе тӑнӑ, — ӑнлантарса пачӗ Цанко арӑмӗ, — ҫавӑнта хапха патӗнчех ҫупӑрласа та илнӗ! Ак хӗрхен ӗнтӗ ҫав качча, вӑл хӗре те хӗрхенсе тӑмасть теҫҫӗ-и-ха. Чаплӑн пытарас йӑлана ҫӗрле, факелсен ҫутинче, питӗ чаплӑн ирттермелле. Пухуран ман каҫхи апата илсе килсе ҫиме пултаратӑн. Пултаратӑр-и? Йӳҫӗ ҫӑкӑр шӑршипе хресченӗн кивӗ кил-ҫурчӗн шӑрши ҫапнӑ кӗрӗк айӗнче вӑл шӑрчӑк чӗриклетнине итлесе выртнӑ, пӳрнисене те хускатас килмен. Вӑл сайра-хутра пӗшкӗнкелесе, вӑрӑммӑн сике-сике илсе, снарядсем ӳкнӗ зонӑран тухма тытӑнчӗ. — Илтрӗн-и эс мана, Ванея? Турӑ ӑҫта? Ачасем кӑшкӑрашнисене итлесе тӑтӑм-тӑтӑм та, хамӑн ывӑл ачана аса илтӗм, ну, чӗрем хӗстерсех ыратма пуҫларӗ вара… — Мана мӗн кирлӗ? Сирӗннисен кунта тӑршшӗпех сӑртсем тӑсӑлаҫҫӗ. Ҫапла вара, ку участокра малашне наступлени тусан та усӑ пулас ҫуккине кура, пирӗн полка, хӑйӗн йышне самаях ҫухатнӑскере, тыла илсе тухрӗҫ, кунта вара, вӑхӑтлӑха, сапёрнӑй батальон тӑратрӗҫ. Ҫак хӑйне евӗр кӳлӗрен пӗр-икӗ теҫетке термит йӑвин тӑррисем ҫеҫ ҫӳлелле кӑнтса тӑчӗҫ. Каретӑна хӗрарӑмсем, горничная тата Берсенев ларчӗҫ; Мӗнех вара, уншӑн пулсан, ӗҫ чарӑнса тӑмӗ. Халӗ ентӗ Кейро ҫинчен асӑнма та кирлӗ мар. Эпӗ вара хамӑн хаярлӑха пӗтӗмпех ирӗке ятӑм — эпӗ тискер кайӑк пулса тӑтӑм, усал та чее тискер кайӑк. Кочегар кулмастчӗ, хурланмастчӗ, ним те ӑна кӳрентерместчӗ, палӑрмалла та савӑнтармастчӗ: вӑл хӑйӗншӗн пурте пурпӗрех пулнӑ свидетель судье умӗнче каланӑ пек, хӑйӗншӗн айӑпланаканӗсем те, айӑплаканӗсем те, судьесем те пӗрешкел ют пулнӑ пек калатчӗ… Вӗсем пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатнӑ пек кӑштӑртатрӗҫ, каҫалапа вара урамран вӗҫсе хӑпаракан тусанпа витӗнсе тӗксӗмленчӗҫ. Хӑй вӑл чалӑшрах ларнӑ, ҫавӑн пирки пулас унӑн сылтӑм хулпуҫҫийӗ сулахаййинчен ҫӳллӗрех курӑнать. — Пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех, хамӑра полкран кунта куҫарсассӑнах, эпӗ вӑл ылханлӑ, турра ӗненмен ҫынсенчен пит те хӑраттӑмччӗ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Давыдов парне валли илнӗ виҫӗ метр хӗрлӗ сатина чӗркерӗ те Шалыя тыттарчӗ. — Мӗнле ҫулҫӳрекене, кинемей? — Чӑнах та эпӗ ун пек мар. Эпӗ карттуса хыврӑм та, кӑштах аптраса тӑркаланӑ хыҫҫӑн, хуйхӑрса, аяккалла утрӑм. Эпӗ ҫакӑнта мӗн курнинчен эсӗ ҫав ҫынна юратнине ӑнланса илтӗм. Кӗрхи ҫӗр шӑплӑхне кӗрслетнӗ сасӑсем кисрете-кисрете илнӗ хыҫҫӑнах, тепӗр темиҫе минутран, полк командирӗ, ватӑ полковник фон-Гротт, Митман обер-лейтенанта хӑй патне чӗнтернӗ. Шутла-ха, акӑ мӗскер пулса тухать: калӑпӑр ҫак тунката пӗр хӗрарӑмӗ тейӗпӗр, эсӗ — тепӗр хӗрарӑмӗ, эпӗ — Соломон, ак ҫакӑ доллар — кӑкӑр ачи. — Сирӗн ун пек тӑвас килмест? Ҫемен хӑш сурӑхӗ пӑранламаллине, хӑшӗн ӗнтӗ путеккисем пуррине пӗлет. Унӑн вӑйлӑ та хаяр сӑнлӑ пит-куҫӗн ҫуррине кӑтрашка хура сухалӗ хупласа тарать; хӗсӗкрех хӑмӑр куҫӗсем сарлака куҫхаршисен айӗпе ҫиҫсе пӑхаҫҫӗ. — А «Дунканпа» мӗнле, сэр? — тесе ыйтрӗ Айртон. Юлташӗсен шӑпи ҫинчен Уэлдон миссис нимӗн те илтмен. Унӑн ӗмӗртенпе лӑпкӑ пичӗ тӑрӑх вӑл йывӑр шухӑша кайни палӑрать. Ывӑлӗ, шурса кайнӑскер, ун умне пӗшкӗнчӗ; ун куҫ кӗтессисенче пӗчӗк ҫеҫ куҫҫуль тумламӗсем ҫуттӑн йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, тути хӗрри чӗтрет. Тӗттӗмччӗ ун чух, паллаймарӑм. Павел ун хыҫӗнчен вӗҫтерчӗ. — Шыраса пӑх; тен тупӑн, — терӗ ӑна хирӗҫ Касьян, унтан тилхепене туртрӗ те эпир тапранса кайрӑмӑр. К. Толстой Каторгӑна яраҫҫӗ, тесе калаҫрӗҫ тата! Ыран праҫник, анчах пӳртре халь те-ха кирлӗ мар ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Вӗсен сӑмахне ырласа кӑшкӑрни пӗр хут ҫеҫ мар янрарӗ: — Тӗрӗс! Хӗрарӑм та калаҫӑва малалла тӑсмарӗ. Анчах вӑл ӑна ытларах юратса кайса, ватӑлмалӑх кунра ӑна йӑпатас тесе килмен, — урӑх сӑлтав пулнӑ. — Ҫаплах каять… Марья Ивановна Софияна чиперех ҫитнӗ. Патша килйышӗ «Царское Селора» пулнине пӗлсен, вӑл ҫавӑнтах чарӑнса тӑма шут тытнӑ. Анчах Хорь мана пурне те каласа памарӗ, вӑл хӑй манран нумай япаласем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Малта ҫапӑҫу пырать, повстанецсем ҫула ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Паян икӗ ҫунакан ял ҫумӗнчен иртрӗмӗр. Ҫынсем кирлӗ! Вӑл чӑнкӑ ҫыран хӗррине шуса пычӗ те, питӗ хытӑ хӗпӗртесе кайнипе, хытса тӑчӗ. Мишавай пӗтӗм районӗпе те пӗрре кӑна, вӑл, ҫав Шпортной, манӑн пӗлӗш пулать, мана хисеплесе килетех вӑл. Аслӑ судйи те теме итлесе кӗтсе ларнӑ пек пулчӗ. Йӗркене кӗрсен, Давыдов куҫ хӳрипе учительница ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ те, куллине пытарасшӑн пулса, кантӑк патнелле ҫаврӑнса тӑнӑ-мӗн. Вӑл пӗрре пӗр ещӗке, тепре тепӗр ещӗке аллине васкаса чике-чике ячӗ, унтан сасартӑк куҫне чарса пӑрахрӗ те, сакӑр кӗтеслӗ пӗчӗк, кивӗ коробкӑна майӗпен кӑларса, ун хуппине ерипен ҫӗклерӗ. Ҫакӑ вӑл, инкеке лекнӗ вӑйлӑ ҫыннӑн пулӑшу ыйтса чӗнекен сасси пулчӗ, анчах Бил ҫаврӑнса пӑхмарӗ, унӑн юлташӗ, вӑл сӗвек тӑвайккин ҫемҫе пӗлӗтсемпе пӗрлешекен йӗрӗ патнелле тӳрккессӗн сиккелесе, малалла пӗшкӗнсе, тирпейсӗр утӑмсемпе хӑпарса аяккалла мӗнле кайнине пӑхса тӑчӗ. Анчах вӗсене мӗн ҫавӑрать, уҫӑ ҫӗрте вӗсем мӗнле тытӑнса тӑраҫҫӗ? Эпӗ ӑна ҫийӗнчех, май килнӗ чухне, ют ҫын пусси ҫине сӗтӗрсе кайма хушрӑм та хурал тӑратрӑм, тата хамӑрӑннисене нимӗн те ан шарлӑр тесе питӗ хытарса каларӑм. Тепӗр аллипе вӑл пиччене тытса тӑнӑ. Вӑл ҫутӑ кӑвак тӗслӗ ҫӗрмамӑк пирӗнчен ҫӗлетнӗ блуза пулнӑ; умӗнче хутламсем пулнӑ. Тӗрӗссипе, вӑл ҫавӑн пек пулнӑ та ӗнтӗ. Вӑл мӗншӗн Огнянова тапӑнчӗ? Тарса хӑтӑласси пулмасть. Ҫав хушӑрах пӳлӗм алӑкӗ хуллен уҫӑлчӗ. Тата нимӗн те кирлӗ мар… Эпӗ килкартине тухатӑп, унта кахаллӑн, пӗр сассӑр ҫумӑр ҫуса тӑрать, анчах ҫапах та пӑчӑ, сывлӑша ҫунӑк шӑрши тулнӑ — вӑрмансем ҫунаҫҫӗ. Сак самантра Гленарван вӗсем патне пычӗ. Шалт тӗлӗнмелле, чӑнах та!..» Удупа текен виле шӑтӑкне картиш тулашне, фортран икӗ миль аяккарах ларакан Маунганаму сӑрчӗ ҫине чавнӑ. Эпӗ ура ҫине тӑратӑп та малалла ыткӑнатӑп. «Ура!» Казаксем кордон патӗнчи хӑйсен ӗҫӗсене вӗҫлерӗҫ те каҫхи апат тума пӳрте пуҫтарӑнчӗҫ. Эпӗ моряк пулатӑп та, эпир унпа иксӗмӗр хамӑр аттене шырама каятпӑр! Хӑйӗн ӗҫӗнче хӑш-пӗр чӑрмавсене тӗл пултӑм тесе ҫырнӑ. Кӑларсах ярӗҫ-ши вара мана? Сире ҫӑкӑршӑн, тӑваршӑн тав тума килтӗмӗр. Питех те т-тӗрӗс каланӑ, ҫапла мар-и? Чикӗ хӗрринчи пит харсӑр ҫынсенчен пӗри кантра патнелле утрӗ — вӑл тин ҫеҫ Кольхаунпа тем ҫинчен пӑшӑлтатса, унтан аяккалла уйӑрӑлчӗ. Икӗ кун хушши вырӑнти полици ун пирки ҫынсенчен ыйтрӗ, унтан, пӗр вунӑ ҫынна допрос тусан, вӗлерни пирки интересленме пӑрахрӗ. Вӗсем ӑна пӗр-пӗрин аллинчен вӑрҫса, кӑшкӑрса, ача пек кулса тӑпӑлтараҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ ылттӑна пӳрнисемпе тӗксе пӑхмаҫҫӗ ҫеҫ мар, ӑна карап ҫинче тӗрӗс-тӗкелех илсе каяҫҫӗ, тесе шухӑшласа илетӗн. Йӗп чиксен курӑнмасть! Сивӗ тата… Ҫавна ӑнланса илес пулать. Пӗтӗм чӗрепе ӑнланса илес пулать! Сивӗ пулин те, Бояркин пиншакне йӳле ячӗ. Ун патне вӗсем отрячӗпех темиҫе ҫекунд хушшинчех ҫитсе чарӑнчӗҫ. Мӗн тери телей! Ҫак йывӑҫ пулман пулсан, вӗсем пурте ҫакӑнта вилетчӗҫ. Уҫӑп унпа килӗшнӗ пек пулать: — Турӑсӑр тӑратса хӑвар-ха Петрухана — вӑл сана кӑтартӗ! Вӗсем кӗпер еннелле утрӗҫ, Джемма шыв ҫине нимӗн курман пек салху куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса пычӗ. Католиксен аслӑ сановникӗсем хушшинче хӑйне ун пек йӗркеллӗ тытакан, тӳрӗ те таса кӑмӑллӑ ҫын пит сайра пулнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ чиркӳ служителӗсене вӗсем хӗсӗрленипе ултавпа та киревсӗр хӑтланса пурӑнакансем тесе шутлама хӑнӑхнӑ халӑх Монтанеллие юратнӑ. Анчах шхуна ҫавӑрӑнса килмен. Пӗр сехет каярах ман хырӑм чикан параппанӗ пек карӑнса тӑратчӗ, а халӗ вара? Пирӗн юмахри ҫулҫӳревҫе хӑй хутаҫҫине Лактанций кӗнекине чиксе ҫӳренӗ пулсан, каннӑ хушӑра ҫав кӗнекене вуланӑ пулсан, Ҫӗрӗн тепӗр енне ҫитсен вӑл ҫав писательтен, нимӗн пӗлмесӗр сӳпӗлтетекенсемпе пӗр кӑмӑллӑ пулнӑскертен, каҫса кайса кулнӑ пулӗччӗ. Вӑл хӳме урлӑ сиксе каҫрӗ те, тӗттӗмре нӳрӗ ҫӗрпе аллисене йӑлт вараласа пӗтерсе, ҫак шап-шурӑ, ачаш та йӗпе чечӗксене йӑранран ҫӗклемӗпех вӑтӑрчӗ. Анчах ку ашшӗне усаллантарса ҫеҫ ячӗ пулмалла. Урӑхла каласан, эсир бунт пулассинчен хӑратӑр. Ковалев мундирлӑ господин ахалех статски советник пек пулма хӑтланни ҫинчен тата вӑл мӗнпурӗ те унӑн сӑмси ҫеҫ пулни ҫинчен тӳррӗн калас шутпа ун еннелле ҫаврӑнчӗ… Ҫавнашкал хӑрани вӑл — киревсӗр япала. — Аха, епле вӑл! Мишкӑна пӗлместӗп, тетӗн ху. Пӗлетӗн ҫав. — Итлер-ха, Иван Кузмич! — терӗм эпӗ коменданта. — Крепӑҫе хамӑр чунсем тухичченех сыхласси — пирӗн хисеплӗ ӗҫ пулса тӑрать, ун ҫинчен калама та кирлӗ мар ӗнтӗ. Грушницкий хӑйӗн шайкипе кашни кун трактирте шавлать, мана вӑл сайра хутра ҫеҫ пуҫ таять. Кӑлтӑрмач пек хутланса выртнӑ чӗрӗп вӑранмарӗ, вӑл йӗплӗ фасоль пӑрҫи евӗрлӗн курӑнать. Шӑллӗ, улпутран тахҫанах ирӗклӗх хучӗ илнӗскер, таҫти аякри кӗпӗрнере пурӑннӑ, чи аскӑн пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнӑ; ҫавӑнпа хӑй чӗрӗ чухне Наталья Савишна унпа пачах та ҫыхӑну тытман. — Секретарь куҫӗсене тӑртаннӑ куҫхупанкийӗсемпе кӑштах хупларӗ те йывӑррӑн чавсаланса ларчӗ. Хӑҫан? Питӗ лайӑх. — Пӗверӗ ҫапах карӑнать хӑйӗн. Уйрӑлса ҫеҫ каяс марччӗ… Унӑн кӗлеткине палласа илетӗп. Кунти пир татӑкӗсем чи пысӑккисем те виҫӗ фут тӑршшӗ анчах, анӗ вӗсен виҫӗ дюйм. Ҫапах кампа тухса ҫӳресшӗн-ха эсир, Малевскипе-и? Пат Мориш тетчӗҫ ӑна. — Ку мӗне пӗлтерет? Итлӗр-ха! — терӗ хиреҫ тухтӑр. «Мӗн пулчӗ?» — терӗм эпӗ ӑна. — Нью-Йорк, — терӗ Марысьӑпа юнашар тӑракан матрос-Кашуб. — Пирӗн унта вунсакӑр ҫын, сан пуҫушӑн кашниех хӑйӗн пуҫне пама хатӗр. — Дикарьсем эпир чӑн-чӑнах вилнине ӗненсе сӑрт тӑррине хураллама пӑрахиччен унта тӑват-пилӗк кун хушши пурнатпӑр, — терӗ майор. Христофор аттепе Иван Иваныч курӑнмаҫҫӗ. Хут татӑкӗ ҫырса парам. Ку вӑл — ҫар лагерӗ. — Пӑхӑр-ха унталла! Пӗр хушӑ вӗсем иккӗшӗ те ним шарламасӑр чаврӗҫ, унтан Гек алтма пӑрахрӗ, кӗреҫе ҫине тайӑнчӗ, ҫамки ҫинчен шултра тар тумламӗсене ҫаннипе шӑлса илчӗ те:— Ҫак шӑтӑка алтса пӗтерсен, кайран ӑҫта чаватпӑр-ха? — терӗ. Мӗне пӗлтерет ку? Акӑ, сирӗншӗн пӗтмелли ҫитрӗ. Виҫҫӗмӗш хӗрачаран Огнянов ҫакӑн пек ыйтрӗ: — Райна, каласа пар-ха мана, пӑлхарсене мӗнле патша вӑхӑтӗнче тӗне кӗртнӗ, хӑҫан христиансем пулнӑ вӗсем? Радӑн чи малтанах хӑй тӗллӗн ҫеҫ шухӑшласа мӗн те пулин халех тумаллаччӗ ӗнтӗ. Акӑ халӗ ун пурнӑҫӗ вӗҫленет ӗнтӗ, аслӑ та ӗмӗрлӗх кану килет. Эпӗ ӑна тав турӑм та, унтан пурсӑмӑр та лашасене хӑварнӑ яла кайрӑмӑр. Эсир вара, юлашки хашлатакана та пулин ҫухатас марччӗ тесе, сивӗскер, пач хӗрӳсӗрскер, хӑвӑрӑн килӗрти тивӗҫӗрсене те, хӑвӑрӑн мӑшӑрлӑх алтарӗн чыслӑх-сӑваплӑхне те, чӳк парни пеклӗн ҫех хурса, пӗр шеллеме тытатӑр та таптатӑр. Ӑнсӑртран-и вӑл, ҫук-и, анчах пирӗн юн хӗрлӗ. Вӑл мана пӗр пачка приложенисем кӳрсе пачӗ, эпӗ Флоберӑн ӑслӑ ӗҫне вуласа тухрӑм, вӑл мана темӗн чухлӗ святойсен пурӑнӑҫӗсене, кӗнекеҫӗ каласа кӑтартнӑ историсенчен хӑшпӗр япаласене аса илтеретчӗ, анчах вӑл ман чӗрене ӑраснах тарӑн кӗрсе юлмарӗ, унпа юнашар пичетленӗ «Тискер кайӑксене йӑвашлатакан Упилио Файмалин мемуарӗсем» ятлӑ япала мана ытларах кӑмӑла карӗ. Андрей Петрович мана кӗнекесем килкелесе парать, анчах эпӗ вӗсене вулама пултараймастӑп. Куихарӑра пилӗк уйӑх ирттернӗ хыҫҫӑн, августӑн 25-мӗшӗнче, вӑл Сузи, Шум, Амода ятлӑ виҫӗ хура тата икӗ ытти тарҫӑпа, Джекоба Уэнрайтпа пӗрле Стэнли хӑварнӑ аллӑ ултӑ туземец пулӑшнипе Танганьикӑн кӑнтӑр ҫыранӗ еннелле ҫул тытнӑ. Вӑл пит саркаланатчӗ, трактирти ҫынсем вӑл сатурланса калаҫнисене астуса итлесе ларатчӗҫ. Ну, ҫӗр ҫине лар кӑна, кӑтартӑп эп сана «истребитель!» Николай Петрович вӗсене хирӗҫ сада тухрӗ те, беседкӑпа танлашсан, сасартӑк икӗ ҫамрӑкӑн уттисене, сассисене илтрӗ. Гусев ҫӳлерех ҫӗкленме пуҫларӗ, тӗллевӗ: аннӑ чухне хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстересси, ҫапла майпа йӗрлевҫӗрен хӑтӑласси. — Юрать, — ман ҫине пӑхмасӑрах ответлерӗ Катя. Каторгӑна яраҫҫӗ, — сывпул, Илья! Ку маркиз пулчӗ. — Тытӑнса тӑратпӑр-и-ха, Саня? — Хӗрача илемлӗ те ҫинҫе, анчах пӳрнесемсӗр аллисене чӑмӑртанӑ пек туса кӑтартрӗ. Анчах ҫав ӑс-тӑнпа эсир хӑвӑр пурнӑҫӑрти ҫитменлӗхсене ӳстерсе ҫӗнӗ ҫитменлӗхсем тӑвассишӗн кӑна усӑ куратӑр. — Урусене ҫӗклерех парсам, капла эсӗ вӗсемпе ҫӗре сухаласах пыратӑн-ҫке! Серёжка килнӗ ҫынна хулари ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен васкаса калама пуҫларӗ: — Икӗ эрне ӗнтӗ пирӗн нимӗнле власть та ҫук. Темиҫе хут та эпӗ кӗсъерен кӗмӗлне кӑларса шутларӑм та илме хӑяймарӑм. Кӑмака ҫуннӑ чух, паянхи пек хытӑ выҫман чух, шӑтӑртатса хӗлхем сирпӗтекен ҫулӑм Марысьӑна Липинцӑна, хӑй ӗлӗк тусӗсемпе пӗрле кӗнчеле арласа ларнине аса илтеретчӗ. Ҫав патмар та кукша пуҫлӑ пӗчӗкҫӗ старик малтан питех те хаяр пек пулма тӑрӑшнӑ. Пирӗн чи пысӑк инкек ҫавӑ ӗнтӗ. Эпӗ вӑл шухӑша сирсе яма тӑрӑшатӑп, анчах вӑл ҫине тӑрсах каялла пырса кӗрет. — Ман шутпа, хӑравҫӑ мар. Амӑшне вӑл таҫтан инҫетрен, урӑх патшалӑхран килнӗ пек, унта пурте тӗрӗс те ҫӑмӑл пурнӑҫпа пурӑннӑ пек, анчах кунта уншӑн пӗтӗмпех ют пулнӑ пек туйӑнать; вӑл ку пурнӑҫа хӑнӑхайман, ӑна кирлӗ пурнӑҫ вырӑнне хурса йышӑнайман, вӑл ӑна кӑмӑла кайман пек, ҫавӑнпа та унӑн пурне те хӑй майлӑ улӑштарас лӑпкӑ та ҫирӗп шухӑш ҫӗкленнӗ пек туйӑнать. — Кӗрӗк те ҫук, камилавкӑ та ҫук, куҫлӑх та ҫук — шыва путарнӑ пек ҫухалчӗ, — терӗ Никодим пуп, тӗлӗннипе аптранӑскер. Фургон кунӗпех эвкалиптсен вӗҫӗ-хӗррисӗр речӗсен хушшипе пычӗ. Кун каҫа караван пӗр чӗрӗ чун та тӗл пулмарӗ, тӑватураллисем те курӑнмарӗҫ. Ҫак ырханкка та пӗчӗк кӑна этем кӗлетки ҫине пуҫламӑш хут пӑхсан, халӗ вӑл хӗрача кӑна-ха теме пулать, анчах унӑн васкавсӑр, пӗр тикӗс хусканӑвӗсенче ҫитӗнсе ҫитнӗ тӑн-тӑн хӗрарӑм палӑрать. Туземецсем ҫыран хӗрринчи ҫуртсенчен пӗрин ҫинче варкӑшакан ялав евӗрлӗ пир таткине аллисене тӑратсах саламларӗҫ. Марс халӗ чей савӑтӗнчен те пӗчӗкрех туйӑнать. Анчах пурте ун аллинчен шӑва-шӑва тухрӗҫ, урайне ӳкрӗҫ, вӑл хӑйне чей ӗҫме чӗничченех туалет тумалли тӗкӗр умӗнче ҫаппа-ҫарамас пекех ларчӗ. Мӗнле-ха апла вӑл? — Кӳрентермӗпӗр, полковник юлташ, — кӗскен те темле питӗ ҫирӗппӗн каларӗ вӑл. Пӗтӗм хула кутӑн-пуҫӑн. — Эпӗ хатӗр, Алексей Вениаминович. Воропаев тӑчӗ. Федя пуҫне сулса илчӗ. Эпӗ ҫав ӗҫ пирки хамӑн пӗтем пурнӑҫа ирттерсе ярас пулсан та, хӑҫан та пулин ҫав ҫын вӑл пулнине кӑтартса паратӑпах. Пӗтӗмпех малалла ӳпӗнсе те хӑй питне Ромашов пичӗ умнех илсе пырса:— Пӗлетӗр пулсассӑн, епле-ха чӗнмесӗр тӑма хӑю ҫитеретӗр эсир! — тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Мӗн пулнӑ ӑна? Ку хурт кӑпшанкӑна «Нехароdes Веnеdictus!» тейӗҫ. Ҫав тери савӑннине вӑл тӳссе ирттернӗ хура-шурӑ, пулас йывӑрлӑхсене тӑнчах манчӗ. Уэлдон миссиспа Дик ӑна пӗтӗм чӗререн саламларӗҫ. Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:— Ҫапӑҫмалла-тӑк, ҫапӑҫмалла! Хӗрӳллӗреххӗн тытӑн! Анчах чим-ха. Мана ак тата мӗн тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, — терӗ те тухтӑр енчен енне пӑхкаласа илчӗ. Эпӗ эсӗ хӗрес хывнӑшӑн йӗретӗп, хурланатӑп. Пӗччен пулнипе хама кӳрентернипе манӑн чӗрӗ ыратать. Калчасем кӑшт хӑпарса ҫитнӗ-ҫитменех ҫынсем ҫум ҫумлама тухрӗҫ. … Ҫавӑн пирки сӑмах пырать те! — терӗ Кораблев — Шантаракан документ! ХIХ-мӗш ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче вырӑссен астрономӗ, Мускаври университет профессорӗ Федор Александрович Бредихин (1831 — 1904) комета хӳрисене сӑнанӑ. — Кайрӗ ҫӑрттан, — шӑппӑн каласа хунӑ Маякин, Медынская хыҫӗнчен усаллӑн пӑхса юлса. Айртон та ҫав шухӑшпа килӗшет. Выльӑхсем мӗн ҫитменрен сасартӑк ӳксе вилнине вӑл та ниҫтан та ӑнланса илеймест. — Капла эппин. «Э, кунта сысна тушки выртать!» хӗпӗртесе ӳкнипе алӑ ҫупсах кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсӗ ӗлӗкхилле, партизанла меслетсемпе ӗҫлетӗн, халь, авӑ, — ҫӗнӗ вӑхӑт, сасартӑк пырса тапӑннипе мар, позицилле майсемпе кӗрешеҫҫӗ… Ыран сан ҫӑва ҫине куҫмалла… — Пичче, мӗншӗн эсӗ ҫав тери ырхан вара? Выҫӑпа касӑлнӑ, ҫилпе куштӑрканӑ, хӗвелпе ҫуннӑ пичӗ ун ҫирӗп те шуранка пулнӑ, куҫӗсем аялалла сивлеккӗн пӑхнӑ, хӑйӗнчен вара халӑх ҫинелле этемле мар тискерлӗх ҫапнӑ. Ку ӗнтӗ лаша ҫинче сиккипе пыракан амазонка мар, ку ҫамрӑк хӗрарӑм кентаврӗ сиксе пырать — ҫурма тискер кайӑк, ҫурма турӑ вӑл — тӗлӗнет вӑл алхасса кайнинчен йӗркеллӗ те йӑваш ҫӗршыв! Ӑҫтан килтӗн эс? — ыйтрӗ Огнянов Муратлийскинчен, пӑлхав енӗпе ҫыхӑннӑ тахҫанхи тусӗнчен. Анчах кӑна тума ҫӑмӑлах мар-мӗн, мӗншӗн тесен эпӗ халь ҫеҫ-ха ӑна чӗртсе ярасси питӗ ансат тесе каларӑм. Айлӑма сивӗ те ҫӑра тӗттӗм хупларӗ. Тӑван ҫӗршыв талкӑшӗнче, ҫакӑнти пек, вӑхӑтсӑр вилсе выртнисем сахал-им халӗ? Чим-ха! — Виҫӗ хутчен ҫумлатпӑр, колхоз хирӗсенче пӗр ҫум курӑкӗ те ан юлнӑ пултӑр! — терӗ Давыдов пухура. — Эсир мӗнле, ӑна кунтах хӑвармалла тесе шутлатӑр-и? Кунта темӗнле физика законӗсем тата акустика меслечӗсем пулмалла, — терӗм… Эпӗ вӗсене мӗнпур пурлӑха патӑм, вӗсем мана ачасене памарӗҫ. Гусев кимӗрен тайӑлчӗ те чӑмӑрӗпе юнать. Карап ҫинче мӑйклатса кӑшкӑраҫҫӗ. Ҫакӑнта ҫара Андрей шухӑшласа илчӗ, пысӑк ҫухатусем пулчӗҫ пулсан та, пирӗн полк пурӗпӗр пурӑнать, терӗ вӑл. Хырӑнса пӗтерсенех Ковалев васкаса тумланчӗ те извозчик тытса тӳрех кондитерскине чуптарчӗ. — Халӑх кардинал ҫине пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра, Доминикино сире ӑҫта курнӑҫса калаҫмалли вырӑна кӑтартса парӗ. Пур кӗнеке ҫинче те ҫапла ҫырнӑ. Вӑл пӗрремӗш классене вӗрентет, унӑн пӗр-пӗр ачи двойкӑ илсен, вӑл унпа пӗрле ларса куҫҫуль тӑкать. — Ҫуллӑ пӑлав пулать. Вӗсем пысӑк чул сӗтелӗн пит чӑнкӑ хӗрринче тӑраҫҫӗ. Тепӗр тесен тата, мӗн тума кирлӗ-ха ӑна Давыдов? Уйӑх пайӑркисем ӳксен, унӑн кӗмӗлпе илемлетнӗ ӑмӑрлӑхӗ тата кӗмӗлпе тыттарнӑ казак йӗнерӗн сӑмси пӗтӗм тӑкӑрлӑкра шап-шуррӑн ҫиҫсе илчӗҫ. Аҫу сӑмахне эсӗ ҫапла итлетӗн-и-ха? — Куратӑр акӑ, — сӑмах пачӑ Федя, — кӑнтӑрла иртсен, пӗтӗм фабрика тухать! Ҫав хушӑра виҫӗ хутчен хытӑ кӑшкӑрса илни илтӗнчӗ. — Юрӗ, юрӗ! — чашкӑрнӑ Ежов. Хӗрӗ пуҫне чикрӗ. Павел Петрович часах сывлӑхӗ ҫӑмӑлланнине туйрӗ; ҫапах вырӑнӗ ҫинче ун эрнене яхӑн выртмалла пулчӗ. Укҫасӑр вылянине вӑл юратмасть, укҫасӑр выляни, ун шухӑшӗпе, начар йӑла иккен. Шкулта вӗреннӗ чухнехине аса илсен, ун чухне вӑл ытла айванччӗ те, ҫапах та ку ӗҫре унӑн хӑйне кирлӗ майлах пулса пыратчӗ. — Анчах вуттине мӗнле чӗртӗпӗр-ха? — тесе ыйтрӗ Гленарван — Пирӗн ӑвви йӗпе губка пек пулса тӑнӑ. Кӑшкӑрса ярсанах, вӑл тайӑлса кайнӑ. — Каҫарӑр… анчах ман тӗрӗсне каламалла… эпӗ чӑннипех те… Пурте лӑпланса ҫитсен, эпӗ каллех адвокат сассине илтрӗм, анчах халь ӗнтӗ вӑл калаҫнине ыттисем те итлетчӗҫ пулас. Лушка ҫаплах аппӑшӗ патӗнче пурӑнать. Чылай ҫӗрле килелле таврӑннӑ чух, шӑпах ҫурма ҫулта, мана сасартӑк чӗтӗрев ҫавӑрса илчӗ те пите вирлӗн лӑскама пуҫларӗ. Эппин малаллах каятпӑр иккен-ха эпир, васкамастпӑр пулин те, малалла, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрмаях хӗҫпӑшал тиенӗ составсене фронталла ирттерсе ямалла. Мӗншӗн эпӗ нимӗн те пытармастӑп?» Вӑрҫӑ ахаль те манӑн чӗре тӗпнех кӗрсе ларнӑ… — унтан каллех кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Гаевӑн вунпӗр ача! Вӑт санӑн йытту вӗреннӗ, лайӑх йытӑ, анчах та вӑл та нимӗн те тума пултараймарӗ. Пӗр стакан шыв ӗҫсен, эпӗ йӑлтах сывалса ҫитрӗм, унпа пӗрле кайма хатӗр пултӑм. Ку вӑл — намӑсланмалли факт, иккӗмӗш бригадӑри юлташсем! Кунашкал ӗҫлесен, пӗтӗм ятӑмӑра вараласа тӑкма пулать. Пултараймастӑп! — терӗ Костя. — Апла пулсан, тавтапуҫ турра! — кӑмӑллӑн каласа хунӑ Фома. Пит нумай юн кӳлленсе ларнӑ, ӑна буйволӑн юн тымарӗсенчен юхтарса кӑларнӑ тейӗн. Осоавиахим хутсене йышӑннине пӗлтерет, майӑн иккӗмӗшӗнче мана, летчиксен шкулне кӗрес тӗлӗшпе, медицина комиссине пыма чӗнет. Вӑл халь кӑвак лашапа ҫӳрет. Хӑйӗн тӑван аэродромӗ ҫине вӑл чи хӗрӳллӗ вӗҫев пынӑ вӑхӑтра пырса ҫитрӗ. Кӳршӗсем пурте ӑна ҫав тери сума сунӑ, унпа паллашнине пысӑк чыс вырӑнне хунӑ. — Ҫук, тӑвансем, — терӗ пӗри, калаҫӑва малалла тӑсса, — кунта пӗр уйӑх тӑни ҫулталӑк вырӑнне шутланать, кун пирки приказ та пурччӗ. — Пурте пит чипер пулса тухрӗ апла! Супӑнь — валюта. — Часах шутласа кӑларӑп, — тет кассир. — Тупата, кӑмӑл туртмасть — кичем! — терӗ Володя, карӑнкаласа тата ҫав вӑхӑтрах мухтанарах йӑлкӑшса кулса. Вӗсем штаб начальникӗ патне салхуллӑн пырса, ҫапӑҫу результачӗсем ҫинчен кӗскен кӑна пӗлтерчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах унта-кунта саланчӗҫ. Ӗненместӗп эпӗ… Отлив пуҫланчӗ ӗнтӗ, тинӗспе ҫыран хӗрри хушшинче сарлака хӑйӑрлӑ йӑрӑм туса хучӗ. Тата темиҫе миль кайсан, фургон шурлӑхлӑ вырӑна ҫакланчӗ, унта унӑн ураписем тарӑн йӗр хӑварса пыраҫҫӗ. — Ҫапла, агитациленӗ пулать, — килӗшрӗ Городцовпа Цимбал та. Эсир иккӗмӗш маркитантка вырӑнӗнче пулатӑр. Ытла вӑтаннипе вӑл йӑлтах арпашӑнса кайрӗ, юн тартнӑ тути чӗтреме тытӑнчӗ, унтан сасартӑк йӗрсе ячӗ те амӑшӗ патнелле ыткӑнчӗ. — Ӑна эсӗ йӗрлесе тутарӑн-и вара? Ӗлӗкхи астрономсем пуринчен ытла жрецсем пулни ҫинчен эпӗ каланӑччӗ. Халь вӑл хӗрарӑм, ҫамрӑк ҫеҫ хӗр-арӑм пулса тӑчӗ, анчах ытти хӗрарӑмсем пекех, хуйхӑ-суйхӑ пур чух, хӑйне хӑй пит лӑпкӑ та йӗркеллӗ тыткалать. Ирӗк парӑр кӑна (офицерсен сӑн-пичӗсем ҫинче шанчӑк палӑрчӗ)… ирӗк парӑр кӑна ҫак уйӑх вӗҫне ҫитиччен пурӑнма — каятӑп кунтан. Марко психологинчи ҫавӑн пек улшӑну часах пулчӗ теме ҫук. — Шӑп! Ҫапла мужикпа улпутӑн хӑйсене уйрӑм йӑласем. — Эсир пӗр пекех ӑслӑ; сирӗн, ытларах мар пулсан та, характер унӑнни чухлех… Ут ҫинчи ҫын хура тусанпа витӗнсе ларнӑ пулин те, ӑна ҫапах палласа илнӗ. Вӑл ҫав тери ҫамрӑкскерччӗ, хӑйне лайӑх карьера тума пултаратчӗ… Эсир камсем пулатӑр вара? — терӗ лешӗ тӗлӗнсе, нимӗн ӑнланмасӑр, одеялне хулпуҫҫи ҫинерех турткаласа, аллипе куҫне ҫутӑран хупӑрласа. Куҫне аяккалла пӑрса, амӑшӗ ӑна Павел сӑмахне пачӗ. Эпӗ сиксе тӑтӑм та: «Мӗн пулчӗ сире?» — тесе ыйтрӑм. Анчах епле пулсан та, «флирт» карточки ун аллинче. — Ҫак минутра, тен, пирӗн пуҫ тӗлӗнче тӑвӑл ахӑрать пулӗ, вӑйлӑ ҫилпе тинӗс хумӗсем пырса ҫапнипе карапсем те чӳхенеҫҫӗ пулӗ? — Манӑн ҫакна пӗлес килет… — тесе пуҫларӗ Саккони, анчах пур ҫӗртен те:— Хытӑрах калӑр; илтӗнмест! — тенӗ сасӑсем янраса кайрӗҫ. Ӑҫтан пӗлетӗр-ха эсир, тен, ҫак йӗксӗк те вустрица йӑхӗнченех пулӗ? — Ҫапах та ӑш вӑркать! — терӗ анне куляннине пула чӗтревлӗ тухакан сассипе. Укҫана курсан ҫеҫ килӗшме пултарӗ. Хӑрӑмпа хуралнӑ ҫӗр ҫинче хура хӗрлӗ фабрика, хӑйӗн ҫӳллӗ мӑрйисене пӗлӗтелле ҫӗклесе, тем пысӑкӑш эрешмен пек сарӑлса ларать. Ҫак меслетре Серафима Петровна мӗн те пулин арпаштарнах пулмалла ҫав. Синопӑн ялан итлекен пӗчӗк лаша сасартӑк хӑранӑ та, ӑна кӗмесӗр пуринчен малалла кӗтӳ патнелле ыткӑннӑ. Вагона ҫӗнӗ пассажирсем — командировкӑна каяканнисемпе красноармеецсем кӗрсе тулнӑ. — Пӗлместӗп, — терӗ лешӗ уҫӑмлӑн мар. Эсӗ ӑна халех астуса илӗн! Пӗри табак чӑмлать, тепри чӗлӗм туртать; тӗтӗм ункисем мачча патнелле мӑкӑрланса хӑпараҫҫӗ те, йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн тӑсӑлса, ҫутта хуплаҫҫӗ, анчах яланхи шав ӗнтӗ кунта та лӑпланчӗ: тӗтре пурне те пӑшӑрхантарать, чӗрене салхулӑх кӗртет, кулянтарать. Вӑл пӗр ҫитмӗл ҫулти, тӗрӗс те кӑмӑла каякан сӑн-питлӗ ҫын. Эпӗ нихӑҫан та гасиендӑран пилӗк миля ытла аякка каймастӑп. Ежов ун ҫине пӑхса илнӗ, лачлаттарса сурнӑ, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса янӑ… Тепӗр минутранах ҫав тухатмӑшсем Эленпа Мэри ҫине сиксе ларма та хатӗррине пӗлсе Гленарван Каи-Куму патне ҫирӗппӗн утса пычӗ те, кӑшкӑрашса тӑракан ушкӑн ҫине кӑтартса:— Хӑваласа яр ҫавсене! — терӗ. Хӑйӗн пуҫ мимийӗпе ҫавна тавҫӑрать-ши вӑл? Ав, санӑн йӗммӳсем те, ахӑрнех, ҫаплах шухӑшлаҫҫӗ пуль: тӗнчере тӗрлӗрен пустав-тавраш тем чухлех пирки мӗн ӗҫ пур пирӗн? — теҫҫӗ пуль. Рыбин ура ҫине тӑрса хирӗҫ утрӗ, унтан амӑшне палласа чарӑнса тӑчӗ те, йӑл кулса, тӗксӗм аллипе сухалне шӑлкаласа илчӗ. — Апла курас пулать вӗсене, — ҫӳҫенсе илчӗ ҫывӑрса кайма пуҫланӑ Горева. Сӗтӗрсе кӑлартӑм та ҫынна кухня варрине, а вӑл ҫын та пулмарӗ, ҫынни арҫын пулмарӗ тесшӗн эпӗ, вӑл кил хуҫи карчӑкӗ пулса кайрӗ. Ҫине ахаль йышши хура пиншак тӑхӑнса янӑ, пӗтӗм тумӗ унӑн хӑйӗн мар пек курӑнать… Интереслӗ те. Аҫу куринччӗ халь сана — эх! Тупнӑ инкек! Тӗнчере ху пулӑшас текен ҫынсем пулсан, питӗ кӑмӑллӑ ҫав. … Станицӑра шӑп. Тен, ҫурӑмӑр ҫине шалчасем тӑрӑнтара-тӑрӑнтара ярӗҫ унта! Вӑкӑрсене хиртен хуҫисемпе ҫапӑҫа-ҫапӑҫа каҫ пулас умӗн тин хӑваласа килчӗҫ. Вӗсене унта, вӑйлӑ хурал парса, ҫитерме кӑларса янӑ пулнӑ. Вӗсем пӗр виҫӗ сехетчен, пӳлӗме кӗрекен хӗвел пайӑркисем стена ҫинелле хӑпарма пуҫличченех ларчӗҫ. Тӗрме хула хӗрринче ларакан пысӑках мар чул ҫуртра. Унта хурал таврашӗ те ҫук, тӗрминче ларакансем те сайра хутра ҫеҫ пулкалаҫҫӗ. Кольхаун мӗнле хӗрарӑма юратнине Исидора пӗлсе тӑнӑ, ҫав хӗрарӑма Исидора курайман. — Эсӗ те начарланнӑ, манӑн мӗскӗн Еленӑм, — терӗ Инсаов, унӑн пӳрнисене тутипе перӗнсе. — Начар, — ҫапла пуҫласа ятӑм эпӗ хамӑн сӑмаха, — эпир суранланнӑ ҫынна, ырӑ ятлӑ ҫынна пулӑшма тухрӑмӑр, анчах та акӑ халӗ тӑватӑ талӑк кунта сирӗн патӑрта ларатпӑр, ӑна ниепле те пулӑшма пултараймастпӑр. Председатель Буриш пӗлет, 64-мӗш номерлӗ полицейски верховнӑй влаҫӑн пӗр пӗчӗкҫеҫ пайӗ пулса тӑнине пӗлсех тӑрать вӑл. Ҫапла шутласа, Бенедикт пиччепе аппаланма пӑрахрӗҫ. Вӑл пуҫне васкамасӑр пӑркаласа илчӗ. Халь кайма пултаратӑн! — тенӗ. — Тӗрӗсех каларӗ ҫав пурне те пӗлекен есаул Половцев: «Выльӑх-чӗрлӗхе пусса пӗтерес пулать! Ҫуртине ҫуллӗрех ҫӗре илсе лартрӗҫ, халӗ ӗнтӗ пурте мана тӗсесе пӑхаҫҫӗ. «Ҫук, ку Шепердсон йӑхӗнчен мар, — теҫҫӗ, — вӗсен тӗсӗ те ҫук». Сӑн-пичӗ унӑн, ҫухалса кайнине палӑртса, сасартӑк ҫилӗллӗ те хаяр тӗслӗ пулса кайрӗ. Янкель ун еннелле ҫаврӑнчӗ те, пур ӗҫе те тӑватпӑр. Остап хула тӗрминче ларать, хуралҫӑсене ӳкӗте кӗртме йывӑр пулсан та эпӗ сире унпа курӑнӑҫтарасса шанатӑп, тесе пӗлтерчӗ. Ҫак арҫын курнине пула, вӑл хӑрушлӑх пуррине туйса илчӗ… Понятой Марья Корсунова пулчӗ. Старик рехетленсе ларчӗ, пӑхкаларӗ, итлерӗ. Мула шырани. Сиртен ыйтас ыйтӑвӗ вара пирӗн, стариксен, ҫакӑн пекскер пулать… Унтан аслати кӗмсӗртетме чарӑнать, анчах лере, ҫӳлте, тата темскер тӑрса юлать — темскер янкӑр тасалӑхпа тем анлӑш тӳпе туйӑмлӑхне ҫуратаканскер. — Мӗнле вӑл?.. — уҫӑмсӑррӑн каланӑ Фома подрядчике. — Ан тив! — кӑшкӑрчӗ Павел. — Эпир ӑна хамӑрӑн пая парсан та пулӑшмасть халь, питӗ хытӑ вӑрҫрӑмӑр-ҫке тата, вирлӗ лектертӗмӗр. — Ну-ка, Власов, мӗн тӑвӑпӑр? Пирӗн партин пур йывӑрлӑхсене те тӳссе тухнӑ чи лайӑх отрядне, ватӑ большевиксен мухтавлӑ гвардине, РК Партине пӑхса ҫитӗнтернӗ, ҫирӗплетнӗ, патшан ирсӗр влаҫӗ чухне тӗрмесенче асапланнӑ, Ленин юлташ ертсе пынипе тӗнчери меньшевиксене тата Троцкие хирӗҫ хӑйсене шеллемесӗр кӗрешнӗ ҫынсене вӗсем партири бюрократсен представителӗсем туса хума хӑтланчӗҫ. Тӑшмансемсӗр пуҫне кам калама пултарӗ ҫакӑн пек сӑмахсене? Е партипе унӑн аппарачӗ пӗр мар-и? Лось виҫҫӗмӗш шӑтӑк патне шуса ҫитрӗ. Анчах, Вӑрманлӑ сӑмсахпа танлаштарсан, ҫыран хӗрри манран темиҫе ҫӗр ярда пулин те, эпӗ ҫак сӑмсах тӗлӗнчен иртсе каяссине ӑнлантӑм. Лашасем малалла тапса сикрӗҫ, ура ҫине тӑнӑ каччӑ, хӑюллӑн шӑхӑрса, чӑпӑрркипе харсӑррӑн хӑмсарса пырать. Итле, санӑн аҫу чухӑн пуль-ха, пурнӑҫӗ ӑнман ӗнтӗ мӗскӗнӗн. Ыран чирлем эпӗ! Юлашкинчен вӑл тӳсеймерӗ, тархасласа ыйтрӗ: — Мана тухса кайма ирӗк парсамӑр, хӑтарӑр мана, сирӗн благороди! Сасартӑк вӑл мана мӗн те пулин асӑнмалӑх япала пама пулчӗ те сӑран алсине пачӗ, алси кивӗрех пулин те питӗ лайӑхчӗ-ха, пӗрминчен пӗрешкепе ҫыхмаллаччӗ. Ҫынсене суйни мана пӗртте кӑмӑла каймасть; анчах манран: эсир мӗнле чӑлахланнӑ, тесе ыйтсан, эпӗ мӗн те пулин каламалла-ҫке. Кӑтартса панӑ законсене пӑхӑнса, ҫав акт тӑрӑх ӗнтӗ имение Дубровскирен туртса илсе, тӗпкӗҫ тивӗҫӗпе Кирила Троекурова памалла. Гретхен пит хӳхӗм, кӑвак куҫлӑ сарӑ хӗр, ытлашши нумай калаҫма юратмасть, тарӑн шухӑшлӑ та ӑслӑскер; эпӗ ӑна ҫав тери хӗрӳллӗ, ытла та савса юратнине пӗлтермешкӗн авалхи нимӗҫ чӗлхинче килӗшӳллӗ сӑмах та тупса калаймастӑп. Сан шутпа пурнӑҫра чи кирли мӗн вӑл? — Темӗн мар; ӗҫӗрех… — Вӑл Ҫӗпӗртен те тарма пултарать… Пултарать вӗт? — Шухӑшласа пӑхӑр-ха, епле иксӗлми ал вӑйӗ, мужикӑн мӗн тери пысӑк миллионӗсем пирӗн алӑра! Вӑлах ӗҫлекенӗ те. Бомбӑсем пӑрахма тытӑнчӗҫ. Вӑл ҫуртсем те Америка ялавӗн хӳтлӗхӗнче тӑраҫҫӗ; вӑл вӗсем тӗлӗнчех вӗлкӗшсе тӑмасть пулин те, ҫапах вӗсем ӑна пула ӳссе ларнӑ. Ӗҫме юрататчӗ, хӑналантарма та кӑмӑллӑччӗ, вара ӗҫсе ӳсӗрӗлетчӗ те французла: «се бон» тесе тути-ҫӑварне ҫуласа илетчӗ — вара хӑть пӗтӗм турӑшсене кӑларса пӑрах! — Мӗнле-ха апла? — Тусӑм! Пит телей пулчӗ-ҫке! Тусӑм! Нимӗҫсен иккӗмӗш речӗ — унта сахал опытлӑрах пилотсем вӗҫнӗ пулмалла — унталла-кунталла саланса, строя арпаштарса ячӗ, Чеслов звенинчи самолетсем ҫав арпашса кайнӑ «ҫӑпатаҫӑсем» хушшинче вӗҫсе пӗлӗте тасатрӗҫ, тӑшмана хӑйсен бомбисене васкасах хӑйсен окопӗсем ҫине тӑктарчӗҫ. Экватор тӑрӑх, — ку уҫӑмлӑ курӑнать, — тӗксӗм пилӗк пӑнчӑ, ҫавра пӗчӗк ункӑ евӗрскерсем, вырнаҫса тухнӑ, тӳрӗ йӗрсемпе ҫыхӑннӑ; вӗсем тан енлӗ виҫ кӗтеслӗхпе пӗр енӗ вӑрӑм виҫ кӗтеслӗх чӗрсе ӗренкеленнӗ. — Кама петӗн? — ыйтрӗ Назарка. Ҫапах та — вӗсем геройсем… ӑслисем вара — хӑравҫӑ… Метр хулӑнӑш хурҫӑ стенана вӑрӑмтуна сӑхса шӑтарма пултараймасть ӗнтӗ, кометӑн газӗ те ҫавӑн пекех Ҫӗр чӑмӑрӗн сывлӑшне шӑтарса кӗме пултараймасть. Вӑл каллех макӑрса ячӗ. Остап вилес умӗн: «Атте! Пугачев ӑна, халӑх хушшинче тӑнӑскере, палласа илсе, пуҫӗпе сулнӑ имӗш. Доцент сулӑнса кайса аллисене кӗсйисене чикрӗ, ҫӑра уҫҫи кӑларса мана тӑсса пачӗ: — Ме, пӗтӗмпех ил! Марийка систернипе хӗрсем пур енчен те ун патне чупса пынӑ та сиккелесе, ихӗлтете-ихӗлтете, ӑна шывпа сапма тапратнӑ. Кукамай унпала туслӑ пурӑнать; урамра хирӗҫ пулнӑ чухне вӗсем иккӗшӗ те инҫетренех пӗр-пӗрне темле ӑраснах кӑмӑллӑн пӑхса йӑл кулаҫҫӗ. Сасартӑк пачах уяр, пӗлӗтсӗр кун Хӗвеле ырӑ мара систерекен хура мӗлке хупӑрласа илет. Вӑл сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пырать. Лекӗр килнӗ тӗле, каҫ енне кайсан, Мария Гавриловна аташса выртнӑ. Паллах, пурте Мересьев шухӑшӗ пурнӑҫланма пултарайманнипе килӗшрӗҫ. Анчах урасӑр ҫынӑн ҫав тери хӑюллӑ, фанатикла шухӑшӗ вӗсене пит те интереслентерчӗ. Вӑхӑт нумай иртмерӗ, Гленарванпа Роберт тата патагонец. Паганель аллине юлнӑ отрядӑн пайне куҫран ҫухатрӗҫ. «Дезерцио де лас Саликас» — разведчиксем пыракан лас Саликас пушхирӗ — пӗтӗмӗшпех тӑмлӑ ҫӗрте тикӗсленсе выртать. Вырӑн-вырӑнпа типсе кайнӑ лутра йывӑҫ тӗмисем лараҫҫӗ, ҫавӑнтах мимос евӗрлӗ, питӗ лутра ӳсекен кура-мамелӗн сапаланчӑк тӗмисем тата ҫунтарсан питӗ нумай сода паракан юмсен тӗмисем лараҫҫӗ. Унтан та ытларах хамӑр епле ҫӑмӑллӑн килӗштернинчен тӗлӗнмелле. Ҫапса хуҫаҫҫӗ пире большевиксем, турӑшӑн та, ҫапса хуҫаҫҫӗ! Вӑл хӑйне ун пек тыткалама килӗшменнине туйса илчӗ курӑнать. Эпӗ хуть те мӗнле патшапа та, хуть те Иван Грознӑйпа та ҫураҫма пултаратӑп: ме, патша пулса лар, кӑмӑлу пулсан; анчах та эсӗ мана хуҫасене тыткаламалли май пар, — акӑ мӗн! Акӑ, пӑх-ха хӑвӑн ҫине, мӗн халӗ эсӗ ҫӗрсӗр?.. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӑйсем шутласа кӑларнӑ меслетпе, майсемпе усӑ курсан, ҫирӗп материалтан пӗр эрне хушшинче ӗмӗрне те ремонт тума кирлӗ мар чаплӑ ҫурт туса лартма пулать. — Эпӗ ҫурӑм та, ҫуса та каймасть ӗнтӗ. Эмиль ҫилли тулнипе чӗтресе ларчӗ. Эпӗ каллех сӑмах май ҫапла ыйтатӑп: «Покойнӗке нумайранпа курманччӗ-и?» «Нумайранпа, — тет, — иртнӗ эрнеренпех. «Нимӗн те ан калаҫ. Тупата, сикрӗ! ак: ҫак вырӑнтан тапранам мар, сикмерӗ пулсан!» ҫатӑлтатма тытӑнчӗ ткачӑн мӑнтӑр арӑмӗ, урам варринче, Диканькӑри хӗрарӑмсем хушшинче тӑраканскер. Пӑх-халӗ ҫавӑнта, ҫул ҫине, такам килет мар-и ҫав? Хама тӳрре кӑларас тесе мӗн калама пултарнӑ-ха эпӗ? О, мӗнле лӑпкӑ та ачаш ҫак каҫ, мӗнле ачашшӑн сывлать шупка сенкер сывлӑш, кирек мӗнле хуйхӑ та, кирек мӗнле тертленӳ пекех, ҫак янкӑр та уҫӑ тӳпе айӗнче, ҫак таса та айӑпсӑр шевле айӗнче иртсе шӑпланмалла! Вӑт эпир Петербургра чух пурте сирӗн ҫинчен шухӑшланӑ! Пӗрмай геройсем ҫинчен шутлаттӑмӑр! — терӗ вӑл Козельцова, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑлпа. Арӑмӗ, тӗреклӗ те самӑрскер, стариккине пӑскӑртас ӗҫре питех те хаярскер, мучие килте епле кӗтсе илнине, имшеркке Щукарь хӑйӗн ӑнӑҫсӑр туяннӑ кӗсрине пула мӗн-мӗн тӳссе ирттернине — вӑл вӑхӑтра Щукарьпе туслӑ пурӑннӑ атӑ ӑсти Локатеев калашле — «никам та илтмен те, курман та». — Нимӗн те, господин Паганель, — терӗ Мэри Грант. — Ухмах, ухмах, Марка! Госпитальте пурте — сестрасем те, врач-ординатор та, Василий Васильевич хӑй те — ӑна хисеплесе, Степан Иванович тесе чӗннӗ. Вӑхӑта сая яни пулать… Вӗсем пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗ ҫине хӑпара-хӑпара тӑрса ҫак тупсӑмсӑр япала тӑрринех ҫитнӗ; тӑрри лаптак имӗш. — Кам сире Техас гражданинне суд тумасӑр ҫакса вӗлерме ирӗк пачӗ-ха? Эсӗ ҫакна асту, — кам юратать, ҫав вӗрентет… Сергейӗн алли чӗтремерӗ. Пӗрре тепле вӑл мантан ыйтрӗ: — Эсир Гончарова вуланӑ-и? — Вӑл сирӗншӗн нумай ӗҫлерӗ. Тепӗр самантрах эпир те сасартӑк чарӑнтӑмӑр. Пирӗн умра пысӑк шӑтӑк курӑнать. Тен, эсӗ, кампа калаҫни ҫинчен те ӑнланаймастӑн пулӗ. Хура тинӗс хӗрринче икӗ пар лаша тата пӗтӗм пурлӑх тӑрса юлчӗ манӑн. Гурий мана хаҫатри ҫӗнӗ хыпарсене каласа паратчӗ тата «Красное домино» тесе ҫыракан алкоголик фельетонистӑн кулӑшла сӑввисене вулатчӗ те хӑй пурӑнӑҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шӳтлесе пӑхнипе тӗлӗнтеретчӗ, — вӑл мана пурӑнӑҫ ҫине хӗрарӑмсен кивӗ, капӑр кӗписемпе сутӑ тӑвакан, вӑрттӑн евӗчӗ пулса пурӑнакан мӑнтӑр питлӗ Галкина ятлӑ хӗрарӑм ҫине пӑхнӑ пекех туйӑнатчӗ. Шубин та ӑна хирӗҫ пӑхса йӑл кулчӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр тухса кайрӗ. Ромашов ҫийӗнчех тавӑрса каламарӗ. Мана ҫитет тетӗн-и эсӗ? Никам та ӑна васкатмасть, ыйтусем те памасть. Вӑл мӑнтӑр пирки йӑтӑнса тӑракан пит-куҫлӑ, йӗкӗр янахлӑскер, пирӗн пата хураха пынӑ ҫын хӑех пулчӗ. Ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна Пӗчӗк чухне эпӗ Собор садӗнче пин хутчен те пулнӑ, анчах та эпӗ ун чухне вӑл кун пекех хитре пулӗ тесе аса та илмен! Вӑл хыпаланса амӑшӗн аллине пӗр тенкӗ, виҫӗ тенкӗ, виҫ-тӑват кӗмӗл тенкӗ тыттаратчӗ. — Пулӑш! — тата тепӗр хут хӑшлатса илчӗ Андрей. — Пӗтӗмпех пӗтнӗ». Эпӗ хам та Кеюве кайса наукӑсене малалла вӗренесшӗнччӗ, анчах аттепе анне пиллемерӗҫ. — Колчо! — кӑшкӑрсах чӗнчӗ вӑл ӑна, мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр. Мӗншӗн-ха ҫавна никам та ӑнланаймасть! Вӑхӑт ирттерсе тӑмасӑр, мӗн те пулин тумалла пулнӑ. — Эпир акӑлчансене те, халь пруссаксене хӑваласа кӑларнӑ пекех, хӑваласа яратпӑр, — терӗ те Дантон, каллех ури ҫине сиксе тӑчӗ. Пуҫӗ те ӗнтӗ хуллен кӑна мар, пӑхӑр чан пек янӑрать. Хытӑ аннипе чыхӑна-чыхӑна кайса, юр-тӑманлӑ ҫилпе нимӗн те курмасӑр, шартлама сивӗпе шӑнса кӳтнӗскерсем, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тӑнран ҫухалса каяҫҫӗ, анчах пурпӗрех вӗсем пурне те пултаракан туйӑм-сисӗмпе парӑнса ҫӗртен яра-яра илеҫҫӗ. Автан авӑтман-ха, вӑл ура ҫинче… — Вӑл хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ хӗрлӗ чышкине кӑтартрӗ. — Ӑнланаймастӑп, — терӗ атте; хулпуҫҫине вӗчӗрхенӳллӗн сиктеркелесе, вӑл ӳсӗрсе илчӗ. — Каҫа юлса килнӗшӗн ан вӑрҫ ӗнтӗ эсӗ, — именсе ӳкрӗ вӑл; вара ҫавӑнтах комсомол райкомӗ хӑйне ырана Цимбал патне командировкӑна яни ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта темле канашлу е тахӑшӗн доклачӗ — вӑл хӑй те ӑна лайӑххӑнах пӗлмест, — анчах, пӗр сӑмахпа, иртерех ҫула тухса каяс тесен, хулара ҫӗр каҫни меллӗрех. — Хутне вӗсем пытарчӗҫ пулӗ, — тесе сӑмах хушрӗ тепри. Ташла савӑннипе! Ҫапах та, юлашкинчен вӑл лайӑх шухӑшласа пӑхнӑ та ун пек пулма пултарас ҫуккине ӗненсе ҫитнӗ. — Ывӑлӗ килнӗ унӑн, — пӑшӑлтатнӑ Бобров. Ун ҫинчен шухӑшласа та тӑман, мӗншӗн тесен мана: йӗкӗт пулса ҫитнӗ ҫыннӑн ҫавӑн пек тумалла та, тесе вӗрентнӗ. — Ҫӗр ҫӑтасшӗ, мӗн тери чипер! Акӑ мӗн пулса иртрӗ… Лӑпланас тесе вӑл чӗтремесӗр тӑчӗ. Асьендӑна ку таранччен ҫитмелле пек ӗнтӗ. Унсӑрӑн вӗсен каллех уҫӑ ҫӗрте ҫӗр каҫмалла пулӗ. Эпӗ тин ҫеҫ вара Олеся ҫак хушӑра хӑй те ырханланса кайнине уйӑрса илтӗм, куҫӗ таврашӗсене те унӑнне кӑвакрах сӗм ҫапнӑ. Сирӗн никам та ҫук пулсан, ачӑра эпӗ хам та пӑхма пултаратӑп, манӑн хамӑн та мӑнук пур. Ҫав лаша мӗн тума ӑна тӑруках ҫавӑн пек кирлӗ пулса тӑчӗ-ши-ха? Эпӗ аппаратӑн пӗр пек ҫаврашка ҫиппи ҫинчи ҫутӑ паракан электричество токӗ начарланнӑҫемӗн начарланса пынине куртӑм. Эпир тӑшманлӑ пулса уйрӑлтӑмӑр, унпа эпӗ пилӗк ҫул каярах тӗл пулнӑ пулсан, урӑхла уйрӑлнӑ пулӑттӑмӑр-и, тен. — Ачам, ӑҫтарах эсӗ?.. Тавтапуҫ! Кондитерскине пӗр 19 ҫулхи хӗр, хура кӑтрисене ҫара хулпуҫҫийӗсем ҫине сапаласа янӑскер, чавса таранах ҫара аллисене тӑсса хӑвӑрт чупса тухрӗ, Санина курсанах ун патне ҫитсе ӑна аллинчен ярса тытрӗ те пӳлӗннӗ сассипе: «хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, кунта, хӑтарӑр!» тесе, хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрме пуҫларӗ. Анчах «Коммунар» санаторийӗнчен пынисенчен пӗри, Череповец укомолӗн секретарӗ, Серёжа Жбанов, тӑватӑ пӳрнине ҫӑварне чикрӗ те хурахсем пек шӑхӑрса ячӗ. Вӑл ӑна ӗҫсе ячӗ те каллех выртрӗ. Ирхине эпӗ пуҫ ыратнипе вӑрантӑм. Австралинчи каҫӑн шӑплӑхӗнче илтӗнекен ҫак концертӑн техӗмне каласа ӗнентерме те йывӑр. Кун пек ответ пулассине никам та асӑнман, мӗншӗн тесен Айртон панӑ сенӳсене яланах хирӗҫ пыраканччӗ майор. Утма ҫул ҫинче ак пӗр ҫын курӑнса кайрӗ, Огнянов ӑна курсанах аптраса тӑчӗ. Арман патнелле тӗрӗк пырать! Пӗр машинин малти алӑкӗнчен сывлӑшри ҫар вӑйӗсем хушшинче пурте пӗлекен пӗрремӗш рангри военврач Мировольский, самӑр та тӗреклӗ ҫын тухрӗ. Ун сассинче усал савӑнӑҫ янӑрарӗ: — Ак ҫакӑнтан пуҫламаллаччӗ те санӑн, чунӑм! Пиртен кам тӑнран тухрӗ-ши? Чей кӑмӑл тумастӑр-и? — хыпкаланса ӳкрӗ Ромашов. Хӑйӗн ҫывӑрас вӑхӑтне Дик тата ытларах кӗскетрӗ. Жак Паганель испанилле калаҫни Роберта, тин ҫеҫ пӗр хӑрушӑ инкекрен хӑтӑлнӑскере, ҫавӑн пекех тата тепӗр хӑрушлӑх хӑратса тӑрать: ӑна ачашласа тинккине илеҫҫӗ. — Лайӑх каларӑр эсир, — терӗ вӑл сасартӑк хуллен. Петр арӑмӗн шуралса кайнӑ, асаплӑ, палламалла мар улшӑннӑ пичӗ ҫине шиклӗн пӑхрӗ, арӑмӗн ывӑннӑ куҫӗсем кӑвакарнӑ тата путса аннӑ, вӑл ҫынсемпе япаласем ҫине тахҫанах маннӑ ӗҫсем ҫинчен аса илнӗ пек пӑхать; чӗлхине хуллен ҫеҫ хускаткаласа, вӑл ҫыртса пӗтернӗ тутисене ҫулла-ҫулла илет. Ҫапла вара эпӗ тӗлӗнмелле пуҫланнӑ повесть мӗнле пӗтнине пӗлтӗм. Ганс нимӗн шикленмесӗрех малалла кайрӗ. Эпӗ пӗр сӑмах та чӗнмесӗр ун хыҫҫӑн утрӑм. Даша инке те, ӑна ҫав тери курайманскер, пӳртрен тухса пуҫ тайрӗ. Атте манӑн казак пулнӑ вӗт. Фома ун ҫине ӑнкарайми виртлешӳллӗн пӑхса юлнине те асӑрхайман. — Евгений Васильевич чӗрӗ-и? Приказнӑйсем пушар чухне, ҫурт тӑрри ишӗлсе аннине аяла пулса, ҫунса кайрӗҫ, тесе каласа панӑ дворовӑйсем, ҫуннӑ шӑммисене те кӗл айӗнчен шыраса тупнӑ. — Э-пӗ с-сире каласа к-кӑтартас тенӗччӗ. Хура сӑнлӑ, хӑлхасӑр, курпунскер, пӗрмаях ӳсӗретчӗ; хӑйне асаплантарни кӑна. Куллен кун тумалли васкавлӑ ӗҫсем пӗтереҫҫӗ, шуйттан. Виле тӑприсем ем-ешӗл курӑкпала витӗннӗ, мӗншӗн тесен вӗсене туземецсем лайӑх астӑваҫҫӗ. Ирхине эпӗ аяла антӑм, хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑ, ҫынсем пурте кайса пӗтнӗ. Лешӗ пӳртре пулчӗ, вӑл Оленина ҫурӑмпа тӑрать. Джемма чӗтресе илчӗ. Ваҫили Андрейч каллех хӑйӗн хытӑ сассипе катка-пичке ӑсти ҫинчен ыйтнӑ. — Халь ӗнтӗ ман урасемпе килте ларакан тусӑмӑн урисем пӗр-пӗринпе ҫывӑх, пуҫсем вара пирӗн тӗрлӗ еннелле тӑраҫҫӗ! Вӑл ӑна вылякан картсене лӳчеркенӗ пекех хуҫкаласа хума та, пулӑшса, хресчен йӗркине кӗртме те пултарнӑ. Хӑҫан таврӑнассине те пӗлместӗп. — Пит-т аван юрларӗҫ! — тенӗ Ухтищев ӳсӗр сасӑпа. Калас пулать, Джек кӑна мар, Бенедикт пичче те кӑмӑлсӑр пулчӗ. — Ӗнер, тен, паян ирхине те, ҫак чее, ӑслӑ чӗрчунсем кунта пулнӑ? Ылханлӑ акцент! Ухтищев ун ҫине тинкерӳллӗн пӑхса илнӗ те:— Калӑр-ха, эсир чӑнах та хӑвӑр кама хӗненине пӗлместӗр-и? Вӗсене мана никам та пӑшӑлтатса каласа тӑмасть. Вӗсен айне талккӑшпех ҫӑра тӗм пусса илнӗ, хӑшпӗр тӗлте ҫапах та малтанхи ачаш та ем-ешӗл курӑкпа витӗннӗ уҫӑ, хаваслӑ, анлӑ та капӑр уҫланкӑсем тӑра-тӑра юлнӑ. — Мӗнле калаҫса татӑлӑпӑр-ха эпир, Николай Еремеич? Ҫав пулать те ӗнтӗ вӑл! Ҫил енче ларакан Микитенӗн вӑрӑм ҫухи пичӗпе сӑмси ҫумне пыра-пыра ҫыпҫӑннӑ. Урамра чанкӑртатса, кӗмсӗртетсе трамвай иртсе кайрӗ. Пуринчен хыҫалтан, йӗплӗ курӑк ҫине асӑрхасарах пускаласа, хыпаланмасӑр Тарӑ чупнӑ. Шыв хӗрринчи шавлӑ пӗчӗк ресторан вырӑнӗнче, рак хуранӗсем акшар юшкӑнӗпе ҫӑрӑнса пулнӑ шӑтӑклӑ тӗмеске ҫинче, нимӗҫсен темиҫе дочӗ мӑкӑрӑлса ларать. Гусев ӑна аллисемпе йӑтса ҫӗклерӗ; — Вӑл, ывӑлӑм, нимех те мар… — Хайхи шыракан каччӑ, хайхи… Вӑл каллех хавасланса кайрӗ, кӗҫӗннисем саламланисене хирӗҫ хӑвӑрт, илемлӗн ответ пачӗ, аслисемпе тӗл пулсан, вӗсен патӗнчен хыттӑн пусса утса иртрӗ, ҫӗнӗ тумтир илсен, ӑна БАО-ра апат-ҫимӗҫ ҫырса панӑ ҫӗрте ларакан сержанта хӑйӗн кӗлетки ҫине тӑп-тӑп лармалла тума кайса пачӗ. Сирӗн чӗрери ырӑ шухӑшӑр сассӑртанах курӑнать, ҫавӑнпа урӑх чӗнместӗп. Акӑ мӗн пырса кӗчӗ ман пуҫа: манӑн хамӑн ачасем нумай пулмасан, эпӗ ӑна йышӑнса, ырӑ ӗҫ тунӑ пулӑттӑм. Яков Лукич крыльца ҫинчен утса анчӗ. Унтан, лӑхлатса илсе, пуҫне сулланӑ та:— Кӑна эпир ниепле те тума пултарас ҫук, пурте ҫурӑлса кайӑпӑр… — тенӗ. Хайхи лешин чунӗ тухса каяс патне ҫитсен, пулӑшу килет. Ҫырӑва вӑл тата тепӗр хут вуласа тухнӑ та шухӑша кайнӑ. Эпӗ ун хыҫӗнчен столовӑйне кӗрсен, пурте кӑштах хӑранӑ пек пулчӗҫ. Вӗсем мана: «Ҫӗрӗ хаклӑ, арендӑна илес пулсан та, укҫасӑр никам та парас ҫук», — теҫҫӗ. — Пилӗк ҫын кирлӗ, — терӗ Шаракшанэ. — Юрать, эпӗ халех выртатӑп! — килӗшрӗ ывӑлӗ. Ялта каҫхи кӗлӗ чанне ҫапма тытӑнчӗҫ. Вӑл ҫывӑрмасса шансах тӑраттӑм-ха эпӗ. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, — эпӗ кунсерен мӗн чухлӗшер ӗҫлени ҫинчен калатӑп, — сирӗн цифрӑсем япӑх мар, пӗтӗмпе илсен вара ниме тӑман япала ҫеҫ пулса тухать. Тапӑнакансем пӗтем ӗҫе асӑрханса, сыхланса турӗҫ. Кӗлетӳнте выҫӑпа вилекен шӑшисемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук пулсан, эпӗ ҫав апат-ҫимӗҫе ӑҫтан тупам-ха? Чӑн та, выҫлӑх! Таҫта темскерле Владимир Ильич вилсе кайнӑ, телеграфистӑн паян такам патне хурлӑхлӑ сӑмахсем ҫырса ямалла пулать, тахӑшӗ ӗнтӗ тӳсме ҫук пысӑк хуйхӑпа ерсе ярать, анчах телеграфистшӑн ку пӗтӗмпех ют япала, вӑл аяккинче тӑракан свидетель ҫеҫ. Килтисем пурте ҫывӑраҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа, ҫынсенчен ыйтмасан, манӑн хӗрех пус урӑх никамран та тупма май ҫук. «Текех уйрӑлмӑпӑр». Кунтан ӗнтӗ, сӑрт ҫинчен, йӑлтах курӑнать. Инҫетре, аслӑ ҫулсем ҫинче те, хӗвелтухӑҫ енче те, вӑрҫӑ куҫса кайнӑ ҫӗрте, вӑрмансем хыҫӗнче пушар ҫутисем мӗлтлетеҫҫӗ. — Юрать, эпӗ килӗшетӗп, — терӗ Санин, ассӑн сывласа. Эпир татах шаккама тытӑнтӑмӑр. Лекрӗ ӗнтӗ Бекки Тэчера, халӗ вӑл хулӑран та хӑтӑлаймасть. Мӗнех вара? Ыттисем маска кӑна пулнӑ. Хамӑн икӗ урапа ҫӳресен, эпӗ пӗр кунтах кайӑк тем чул тытма пултаратӑп, кӗсре утланса ҫӳресен, эрнипе те ун чухлӗ тытас ҫук. Анчах та пуҫа усмалла мар! Мӗншӗн эсир, хӑвӑр ӑсӑрпа, хӑвӑр илемлӗхӗрпе ялта пурӑнатӑр-ха? Сасси хӑрамалласкер мар, лӑпкӑ. Кӑна Иван Иваныч кӑшкӑрнӑ пулнӑ, ҫитменнине унӑн сасси яланхи пек пакӑлти те ӗнентерӳллӗ мар, темӗнле тискер пулнӑ, хӑлхана ҫурсах кайнӑ тата тӗрӗс тухман, уҫакан алӑк чӗриклетнӗ пек илтӗннӗ. Апат тунӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗн аслӑк айне тухать те, ҫавӑнтах Гапкӑна икӗ дыня илсе килме хушать. Хӑех касса ваклать вара вӗсене, вӑррине уйрӑм хутпа чӗркесе хурать те ҫиме тытӑнать. Анчах, унӑн сӑнӗ вӑл именнине палӑртмасть, ку сӑн ҫапла каланӑн туйӑнать: «Ийя, вылятӑп, эсӗ вара картла вылякансенчен ху ҫамрӑккипе ҫеҫ тӗлӗнетӗн. Мӗншӗн эсир хӑвӑр ҫав ултӑ утӑма йышӑнтӑр? Хӑй лётчик тата! — Эсӗ мӗн ҫын япалине тытатӑн! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ лапчӑк сӑмсаллӑ хӗрарӑм, хӑйӗн ещӗкӗ чӗрҫи ҫине пырса ларнине кура. Ӑна ял хуҫалӑх техникумне вырнаҫтаратӑп, тепӗр икӗ ҫултан колхозра хамӑр агроном пулать, вара эпир юнашар ӗҫлӗпӗр. Ҫисе тӑрансан, эпӗ ӗҫес килнине паллӑ туса кӑтартрӑм. — Мӗн чул? — О-о! Унпа пӗрле мистер Кольхаун тата урӑх халӑх та нумай. Паляныця йӑлтах вӑранса ҫитрӗ те тӑрса ларчӗ, унта кӑкӑр хӗртнипе авӑнса илчӗ те йӳҫӗ сурчӑкне сурса кӑларчӗ. Вӑкӑрсемпе пӗрле тӑвалла хӑпарса ывӑннӑ лашасене те кӳлес тесе Айртон темиҫе хутчен те каларӗ. Хӑш чух, питӗ йӑлӑхса ҫитсен, эпӗ уроксенчен тухкаласа таратӑп, пулкалать ун пекки те, тепӗр кунне вара учитель пӗҫерккӗ парать; ку мана лайӑхрах вӗренме самаях хавхалантарать. Эпӗ ӗҫе вӑхӑтра тума юрататӑп. Кӗсйинчен вӑл лампадкӑн симӗс куркине кӑларчӗ, ӑна ҫӗтӗк таткипе шӑлчӗ, — витререн шыв ӑсса илсе ӗҫрӗ, вара, куркине ҫӗтӗк таткипе чӗркесе, каллех кӗсйине чикрӗ. Франци мӗн калӗ вара? Ун умне мӑнтӑр пӳ-силлӗ, кура бакенбардӑллӑ пӗчӗкҫеҫҫӗ доктор пырса тӑчӗ те шинелне йӳле ячӗ. Ҫав ҫулхинех пурте хӑйсен ҫӗр пӳрчӗсене пӑрахса яла пурӑнма куҫрӗҫ, анчах унта та хайхи ылханлӑ Басаврюк канӑҫ памасть. — Вӑл сана виҫҫӗр тенкӗ панӑ-ҫке, — терӗ Фрося, макӑрас пек. — Тип ҫырмара пӗр тӑманана шуйхатрӑмӑр, — каласа кӑтартнӑ ача. Кӑнтӑр ҫутинче Огнянов чӑтлӑх вӑрманпа та бук кати тӑрӑх иртсе пычӗ, йывӑҫ хӑвӑлӗсенче тискер кайӑк пек канса ҫывӑркаларӗ, сӗм ҫӗрлехи каҫсенче Балканӑн юрпа пӗркеннӗ тӑрринчен анакан сивӗпе ӗнтӗркесе те ҫумӑрпа шапарса, иртес ҫулне суйламасӑр урлӑ-пирлӗ кумрӗ, малалла утас вырӑнне хушӑран каялла та ҫаврӑнмалла пулса тухрӗ. Алӑк умӗнче кашни минутрах звонок шӑнкӑртатни илтӗнсе тӑчӗ. Базаров мӑшкӑллани Аркадие хутлатсах лартрӗ, анчах, ытти чухне те час-часах пулнӑ пек, вӑл хӑйӗн юлташне хӑйне мӗн килӗшменнишӗн мар, урӑххишӗн ӳпкелешрӗ… Эвелинӑн йӗппи каллех тӗрӗ ҫулӗпе пӗр тиккӗссӗн чупа пуҫларӗ, ҫамрӑксем вара пысӑк ӑс-тӑнлӑ хӗрачан пӗчӗк кӗлеткине тӗлӗнсех сӑнаса ларчӗҫ. Анчах, сасартӑк пур йывӑҫсене те сиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе касса тӳнтерес пулсан, ҫав ҫурма тӗттӗм вӑрманта кӑткӑсем хӑйсен тӗми ҫинче хӗвӗшнӗ пекех хӗвӗшекен ҫынсем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Дикӑн тӑвӑр тӗрминче тӗттӗмленчӗ, сӗм-тӗттӗм пулса ларчӗ. Вӑл — фон-Вышимирский. Оренбургра сана валли нимӗнех те ҫук. Фонарь вӑл — урӑх нимӗн те мар. Ман ачасене мӗн турӗ-ха вӑл? Перекетлӗ пулни чӑрмантармасть. Вӑрҫа Болгарире вӗҫлерӗм. Ҫапла алӑ тытса вӗсем юнланнӑ тӑван ҫӗршывӗ умӗнче хӑйсем килӗштернине пӗлтерчӗҫ, кам пӗлет, тен, ӗмӗрлӗхе уйрӑлас умӗн вӗсем ҫапла килӗштерчӗҫ пуль. Йӑла ыйтӑвӗсем пӑхса тухакан ӗҫе пӗтӗмпех аяла хупласа хӑварчӗҫ. Ку ӗҫ сигнал пулса тӑчӗ. Шутлама пултарнӑ-и-ха эпӗ кун пек пуласса? Тӳлек пӗве енчен ывӑннӑ йӗкӗт ҫинелле уҫӑ сывлӑш вӗрме пуҫларӗ, ву вара ӑна шыв хӗрринче ларса канма чӗнчӗ. — Ку ман тус, — терӗ Королева Марго, пӗлместӗп — те мана, те ӑна каларӗ. Хур тепӗр кантрине ҫӑвара хыпнӑ та туртнӑ, ҫавӑнпа ҫийӗнчех хыттӑн пӑшал сасси янӑраса кайнӑ. Тусӑмпа чун-чӗререн калаҫни Пирӗн ҫак калаҫу Кунцевӑна кайнӑ чух фаэтонра пулса иртрӗ. — Ну, юрӗ, хӑяматне кӗрех кайччӑр! Зеб Стумп час-часах ҫав ҫулпа ҫӳренӗ, анчах халь вӑл курӑнман. Ҫав кунах каҫкӳлӗм ҫак вырӑнтан пӗр ҫирӗм мильӑра кимӗ кӗтмен ҫӗртен чарӑнса ларчӗ. Пурте хӗпӗртесе йышӑнчӗҫ Иван Иванович сӑмахне, ҫавӑнтах Иван Никифорович патне ҫын ярса, ӑна городничий патне мӗнле майпа та пулин хӑнана килтӗр тесе чӗнтерме сӑмах татрӗҫ. — Пирӗн! — терӗ вӑл хавасланнӑ сасӑпа. — Пирӗн! — Вӗсем! Хӑюллӑн, ним хӑрамасӑр вӑл судья умне утса тухрӗ. Халиччен комиссар тӑванӗн хӗрне чи илемлӗ хӗр тесе шутланӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ку вырӑна Пойндекстер хӗрӗ йышӑнӗ. Пуҫне усса, вӑл алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрет, эпӗ кӗрсен вара, йӗрӗннӗ пек айккинелле пӑрӑнчӗ. Аппарат ӑшӗнче сӑран минтер ҫине ларсан шлемне тӳрлетрӗ, кӗске кӗрӗкне туртса антарчӗ. — Мак-Набс, — терӗ Паганель, — пирӗнтен никам та ҫак сӑрт тӑрринче ӗмӗр пурӑнма хатӗрленмест. Эх, аннеҫӗм-тырӑ! Пӑван пысӑк сарай алӑкӗ патне пырса ҫитнӗ вӑхӑтра собор тӑрринчи сехет вуниккӗ ҫапрӗ, унта турра кӗлтума каякансем ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ иккен. — Юрать. Халӗ вӗсене пӑрӑхса хӑварар-ха: табак туртса, лӑпӑртатса, мухтанса ларччӑрах вӗсем. — Хӑратӑп, тетӗн-и мӗн? Ара епле сехри хӑпса тухас мар-ха унӑн? Вӑл ҫӑрттан сӗтӗрнӗ, ун вырӑнне арҫын ача туртса кӑларнӑ. Пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫакӑ, эх, тарма пуҫларӗ… Уринчи пушмакӗсем хывӑна-хывӑна ӳксе юлчӗҫ! Эпӗ киле тута хӗррине тӑрӑннӑ ҫав вӑлтапах пырса кӗтӗм. Амӑшӗ ҫамрӑк ҫынсем ҫине пӑхса, вӗсен туйӑмӗсене ӑнланса кулса илнӗ те, хӑй ҫулӗпе малалла утса кайнӑ. Ывӑлӗ ҫунара ларнине курсан: — Пӑх-ха, вӑл ҫитнӗ те кунта, шельма! — тенӗ Ваҫили Андрейч. — Нимӗн те ҫук. — Эпӗ унтан ыйтман. Пурне те пӗлнӗренпе вӑл нимӗн те калаҫмасть. Совет влаҫӗ чухӑнсем хушшинче кахалсем ҫук, ӑна кулаксем шухӑшласа кӑларнӑ, тет пулин те, вӑл тӗрӗс мар. — Э! — тенӗ Джонни йӑвашшӑн. Вӑрманта тӗттӗмленнӗҫемӗн тӗттӗмленсе пырать. Атту сирӗн пеккисем ялан тӗмесем ҫине хӑпарма юратаҫҫӗ. Артамонов пичӗ тӑрӑх хура мӗлке шуса иртет, вӑл кула-кула хӑйӗн ҫӑра куҫхаршийӗсем айӗнчен хула ҫыннисем ҫине пӑхать. Эпӗ вӗсен чӗлхипе те аптрамаллах мар калаҫма вӗренсе ҫитрӗм. Анчах вӑл начар тумтирпе, ҫӗтӗк ермекпе ҫеҫ пулнӑ-мӗн те, ӑна вара правлени хуралҫи Агеевна, ял ҫыннисем сӗннипе, часах килелле илсе кайнӑ. Огнянов чи хӑрушӑ самантра та хӑйне тыткалама пултаратчӗ, анчах ҫак усал хыпар ӑна шалтах виҫерен кӑларчӗ те хӑй мӗн тӑвасса пӗлмесӗр тӑчӗ. Сирӗн лампаслӑ шалавар тӑхӑнаҫҫӗ, а пирӗн лайӑхрах ҫулаҫҫӗ», — тесе кулать. — Ку тӗрӗсех, — терӗ Бенедикт пичче, ҫак калаҫу ун хӑлхине те кӗчӗ: Ҫӗнӗ Тӗнчере тигрсем те, арӑслансем те ҫук. Ун вырӑнне кунта ягуарсемпе кугуарсем пур. Хӑвна валли кучченеҫ илмешкӗн тейӗп, э? — Турӑҫам, мӗн тӑватӑр эсир кунта? — хӑраса ыйтрӗ Ромашов. Нимӗҫсем кӑнтӑрта наступлени туса пынӑ. Ҫыхнине салтӑр, — терӗ исправник. — Янкӑлтатса ҫӳреме вӑхӑт ҫук пирӗн! Ҫакна эпӗ ун чухне ыттисем ҫинчен те, хам ҫинчен те пӗлмен. Куҫне хытӑрах хупса, упасарри тунине ярса илсе карт! туртать те ку, чечеке ун аллинче тӑрса юлать. — Тахта-ха! Сен-Жером вара мӑнкӑмӑллӑ, хӑй ҫинчен нумай шухӑшлакан ҫын, пысӑккисем пурте хистенӗрен ирӗксӗрех хисепленисӗр пуҫне ман ун патне урӑх нимле туйӑм та ҫукчӗ. Эпӗ пӗр-пӗр интеллигентла Горицветова ӑнланатӑп, вӑл нимӗнпе те ҫыхӑнса тӑмасть, унӑн хӑйне ӑҫта та пулин кайса чикмелли вырӑнӗ те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл ӑссӑр, ӗҫлеме пултараймасть, вӑл вулама тата калаҫма ҫеҫ пултарать; пӗтӗмӗшпе илсессӗн, эпӗ Российӑра революцилле ӗҫсем туни — ӑссӑр ҫынсемшӗн пӗртен-пӗр ӗҫ пулса тӑрать, тесе шутлатӑп… Вӑл турӑхне васкамасӑр ҫисе ячӗ, мӑйӑхне ал тупанӗпе шӑлса илчӗ те каларӗ: — Тен, чӑнах та эпӗ ухмах, тен, сӗм ухмах та пулӗ, анчах ку ӗҫе эпӗ, хӗрӗм, питӗ лайӑх пӗлетӗп. Хӗр патне ҫывӑхрах пӗшкӗнесси уншӑн савӑнӑҫлӑ пулчӗ. — Кам тинӗс ҫинче терӗ-ха сана? Эпӗ халӗ аяккарах кайрӑм та, вӑл ӗнтӗ урӑх пӑшӑрханас ҫук. Кам-ши ку? Халех хывса пӑрахнӑ пултӑр! Вон!.. Унтан вӑл Соацера хулине «хӑйӗн тӗрӗслевӗпе» ункӑлама тӗв турӗ. Ӗҫ тухмасан — партире тӑман ҫын пулса та ҫав ҫӗлен-калтасемпе ҫапӑҫатӑпах!» Ҫуталса кайнӑ куҫӗсемпе вӑл хӑй йӗри-тавра сарӑлса выртакан ҫут тӗнче ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ну-ка, тух-ха кунталла! Анчах чунӑм манан таса, ҫак шӑтарасла тинкерӗве эпӗ куҫа пӗр мӑчлаттармасӑрах чӑтса ирттертӗм. — Тата мӗн? Отаки пӗр михӗ ҫырлана ачасен вигвамне илсе пырса типӗтнӗ. Мӗнле иртӗ-ши ҫак ҫӗр лере, вӑрманта? Назарка, юри пулас, питӗ хытӑ сасӑпа калаҫрӗ. — Кур-ха, епле ҫивӗчскер юнкирь! Тепӗр кунне Оленин стариксӗрех, пӗччен, ӗнер хӑй старикпе пӗрле пӑлана шуйхатнӑ вырӑна кайрӗ. Артур хӑйне юнаса хӑратӗҫ, мӑшкӑл кӑтартӗҫ, ятлӗҫ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне йӗркеллӗ тытса, тивӗҫлӗ ответсем пама хатӗрленчӗ. Анчах вӑл шухӑшлани ахалех пулчӗ. — Мӗнле тӗрӗс мар? — тенӗ дама, хӗрелсе кайса. Тӑванӗ ҫухалнине Уэлдон миссисӑн ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ. Алвишӑн вара ҫухатнӑ усламшӑн кулянмалли ҫеҫ юлчӗ. Кайран вӑл Изота ҫапла каланӑ: — Ку ҫын вӑл — чуна ертсе пыракан ҫын! Киревсӗрлӗхрен аяккарах пӑрӑнмалла, ӑҫта кунта ҫав киревсӗрлӗх? — Татаринов капитан Петербургран 1912 ҫулхи май уйӑхӗнче тухнӑ, 1913 ҫулта Карск тинӗсӗнче тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫухалнӑ. Унӑн чӗнме вӑхӑт пулман: малтан вӑл хӑй ҫинчи юра силленӗ, кайран ҫырмана йӑванса аннӑ чух кӑларса ӳкернӗ пушша шыранӑ. — Чимӗр-ха, — крыльца ҫинчен ансах чарса тӑратрӗ вӑл ӑна. Арто! — сассине хаярлатса каларӗ Лодыжкин. Класс пӳлӗмӗнче ҫакӑнса тӑракан таблица ҫине ҫапла ҫырнӑ: Lundi, de 2 à 3, Maître d`Histoire et de Géographie; пирӗн ҫак Maître d`Histoire-не кӗтсе илмелле, итлемелле тата ӑсатмалла, вара тин ерҫӳллӗ пулатпӑр. Ӑҫта вӗсем халӗ? Вӑл хӑйӗн лашипе юнашар тӑратчӗ, ман куҫ умӗнчех чӗлпӗре касса татрӗ, вара эпӗ ӑна, хам йӗнер ҫине улӑхса лариччен малтан, авӑрланӑ пистолета хамӑн аллӑмпах тыттартӑм. Эпӗ ун кӑмӑлне тӑватӑпах тесе шутларӗ пулмалла вӑл, вара урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр, кӗске урисемпе манран малтан чупса карӗ. Эпӗ халь ҫав «ыттисене» юратмастӑп. Алӑкне питӗрмен. Вернер лутра ҫын, ача пек хыткан та халсӑр; хӑрах ури унӑн, Байронӑнни пек, тепринчен кӗскерех; пуҫӗ унӑн, пӗвӗпе танлаштарсан, калама ҫук пысӑк пек туйӑнать: ҫӳҫне шакла кастарать, ҫавӑнпа та унӑн пуҫ шӑмми ҫинчи тикӗс мар вырӑнсем, хире-хирӗҫле уйрӑмлӑхсем темӗнле ҫыхланнипе, френолога тӗлӗнтернӗ пулӗччӗҫ. Лушкӑпа пурӑннӑ чухне — эрех ӗҫмен, анчах кашни кун мухмӑрла пулнӑ. Юрать Роберт дроф йӑвине асӑрхарӗ те, унта вуникӗ шултра ҫӑмарта тупрӗ. Эпӗ профессор ҫине пӑртак шанман пек пӑхрӑм та хамӑн ӑшӑмра ку ӑсран кайман-ши тесе ыйтрӑм. — Англире пурӑннӑ чи аслӑ ҫынсенчен пӗри пулать вӑл… чи, чи лайӑххи. Фома, ытахаллӗн ҫеҫ:— Ну, каять-тӗк — кайтӑр эппин… — тесе, унпала ҫуммӑн утнӑ. Тата виҫӗ минутран «Испаньола» Мул утравӗн ҫыранӗ хӗррипе ҫиле май пычӗ. Эпӗ Ҫурҫӗр енчи бухтӑна прилив пуличчен кӗрес тесе, Ҫурҫӗр сӑмсахӗ тавра кӑнтӑрлаччен ҫаврӑнса каясса шаннӑччӗ. Кун пек тусан, эпир нимӗн хӑрамасӑрах «Испаньолӑна» ҫыран хӗррине илсе пыратпӑр, унтан шыв чакса ҫитнӗ вӑхӑта кӗтсе илсе, ҫыран хӗррине анатпӑр. — Ҫитет! — терӗ амӑшӗ, портрет йӑлтах хӗрӗ евӗрлех пулса ҫитесрен хӑраса. Тухтӑр куртки кӗсйинчен кӑларни «Независимость» хаҫатчӗ, вун виҫҫӗмӗш номерччӗ, пӗр листовка та пурччӗ. Ирсеренех эпӗ хамӑн мускулсене, шӑлсене тӗрӗслесе пӑхатӑп. Вӑл сасӑ телейсӗр ватӑ плантаторӑн кӑкӑрӗнчен тухса каять. Ҫирӗм килограм пиоксилин шӑнӑҫмаллӑх шӑтӑк алтса кӗмелле пулчӗ; пироксилин вӑйӗ тупӑ тарӗ вӑйӗнчен тӑватӑ хут ытларах сирпӗнтерсе ҫӗмӗрме пултарать. Рабочисем хутшӑнсах, нумайлансах пыраҫҫӗ, анчах пире хресчен, тырӑ тӑвакан ҫеҫ кирлӗ. Пысӑк мар, ҫӑмӑл тупӑка та ҫамрӑк тӗртекенсемех йӑтса пынӑ, ватӑрах рабочисем аяккарахра тӑнӑ, тупӑк хыҫҫӑн салхуллӑн, анчах куҫҫульсӗр, килӗшмелле мар ула-чӑла кофта тӑхӑннӑ Зинаида утнӑ, унпа юнашар сарлака хулпуҫҫиллӗ, таса тумланнӑ Седов слесарь пынӑ, аяккинче, хӑйӑра йывӑррӑн таптаса, Тихон Вялов утнӑ. — Тӑлӑх-туратӑм! — тенӗ карчӑк туллин те ҫемҫен чӗтрекен сасӑпа. Аллисем ун ачана питрен ачашланӑ. — Ав епле ҫыпӑҫрӗ вӑл… савнӑ пепкемӗм! Курӑсӑнччӗ эс вӗсене халь, епле чипер килӗштереҫҫӗ! — Ун пек снарядсемпе эпир Севастополе те пеме пултаратпӑр! — Сӑмахран, акӑ эпӗ пӗчӗклех йывӑр пурнӑҫа кӗрсе ӳкрӗм, анчах та эпӗ пурпӗрех анне ӗҫленипе тӑранса пурӑнасса шанса тӑман. Ҫавӑнтах шӑхӑрни илтӗнчӗ. Хӗрсен пӳлӗмӗсем тӑрӑх тата кӑвакарчӑнсем хӑваласа ҫӳреме пӑрахма вӑхӑт ӗнтӗ, — терӗ. Авӑ, ҫырма леш енче кӗтӳ ҫӳрет, йытӑ чупать, кӗтӳҫӗ уткалать. Апат пӗҫерсе памӗ вӑл сире, ку тӗрӗс ӗнтӗ, пирус илме те ҫӳремӗ, анчах… — Кӑнатӑп часах, ак мӗнле ман сывлӑх, — тата ытларах ҫиленсе, мӗн пултарнӑ таран хыттӑн кӑшкӑрчӗ Агафья Михайловна. Ответлемесӗрех, секретарь куҫхаршисене ҫӗклерӗ. — Кам пултӑр тата? Вӑл мана юратать; вӑл хӑйӗн малтанхи пурӑнӑҫне маннӑ ӗнтӗ. — Акӑ, вӑл вилчӗ ӗнтӗ! — терӗ Софья ҫине тӑрсах, ун ҫине тинкерсе пӑхса. Вӑрмантан сулхӑнтарах нӳрӗк сывлӑш, кӑмпа шӑрши туртӑнса тӑчӗ, ҫапӑҫу кӗрленине пула пӗр сассӑр пек вӗҫекен вӑрӑмтунасем лётчиксен пичӗсене, аллисене, мӑйӗсене сырса илсе ҫыртӗҫ. Унта ҫитиччен икӗ сехет хушши каймаллаччӗ-ха, лаши йӑлт ӗшенсе ҫитрӗ, ҫулӗ те пит ашӑм пулчӗ. Хӑй ҫара пуҫӑнах, революци епле ӑнӑҫсӑр пӗтнине салхуллӑн пӑхса тӑрать. Иксӗмӗр часах пӗр-пӗринпе паллашрӑмӑр. Артамонов картузне пустав сӑхман кӗсйине чиксе хучӗ, мӗскӗннӗн пӗкӗрӗлсе выртакан пӗчӗк кӗлетке ҫине нимӗн ӑнланмасӑр пӑхса сӑхсӑхса илчӗ; хӑраса ӳкнипе, унӑн пуҫӗнче чее мар шухӑш ҫаврӑнма пуҫларӗ. «Ӑнсӑртран пулчӗ, тейӗп. Алӑкпа ҫапӑнтартӑм. Халӗ ку тирсенчен эпир сан валли малтанхи вӑрҫӑ тумтирӗсене тӑватпӑр. Персе пӑрах-ха ӑна — мӗн илӗн унран? Якорь сӑнчӑрӗсем янӑрани, япала турттаракан вагонсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнса кӗмсӗртетни, ҫул ҫине сарнӑ чул ҫинче таҫтан ӳкекен тимӗр листисем йынӑшса чанкӑртатни, йывӑҫ каскисем тӳплетсе ӳкни, извозчиксен ураписем шӑлтӑртатни, пӑрахутсем хыттӑн та ҫинҫен е хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫухӑрни, грузчиксем, матроссем, таможня салтакӗсем кӑшкӑрашни, — ҫак сасӑсем пурте, хӑлхана хупласа лартакан ӗҫлӗ кун музыкипе пӗтӗҫсе, гавань ҫинчи пӗлӗт айӗнче, аялта, пӑлхавлӑн чӳхенсе тӑраҫҫӗ; вӗсем патне ҫӗр ҫинчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сас хумӗсем е хулӑнӑн кӗмсӗртетсе пӗтӗм тавралӑха сиввӗн кисрентереҫҫӗ, е вичкӗнӗн, янӑравлӑн хӑпарса — тусанлӑ вӗри сывлӑша таткаласа ҫураҫҫӗ. Ӑна хӗвелтухӑҫнелле хӑвалать ҫил, ҫавӑнпа та вӑл минутсерен шыв айӗнчи чулсем ҫине ҫакланма пултарать. — Шӑп ҫавӑн пек! Гленарван катапаца тивӗҫлине тӳлерӗ те, ӑна пеонесемпе тата мулӗсемпе пӗрле ӑҫта каяс тенӗ ҫавӑнта ӑсатрӗ. Вӑл Леона тӑрӑх анаталла анакан ҫулпа кайнӑ та сеттльмента ҫитме васкакан кая юлнӑ ҫулҫӳренсен куҫӗсенчен часах ҫухалнӑ. Унӑн лаши тарчӗ ӗнтӗ. Сурасчӗ манӑн пурин ҫине те… Хайхи Дубцов хӑлхана хупласа лартакан баспа кӑшкӑрса ячӗ: — Учетчик! Хӑй намӑс курнине те сисмест. Пиастрсем! Эпир Уилкссен ҫурчӗ патне ҫитнӗ ҫӗре вӗсен умне халӑх туллиех пуҫтарӑннӑ, виҫӗ хӗрӗ алӑкра тӑраҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ҫуртне, ултӑ пысӑк пӳлӗмне аса илнӗ. Тулли хамӑрӑнах-ҫке-ха? Ҫук, ачам, атя-ха, атя! — Сире вӑл ҫук пек туйӑнать. — Фома вара хӑй ун пек чухне мӗскер каласси ҫинчен шухӑшлама пӑхнӑ, анчах нимӗнле мая килекен сӑмах тупаймасӑр, аванмарланса, кулса янӑ. Нимӗн тума та ҫук ӗнтӗ. «Эх, пичче, пичче»! Анчах ку пулӑшмарӗ. Анчах унран та тарӑнрах суранлӑ ҫЫН пур вӗт. Иҫӗм ҫырлин пушӑ аврисем тайлӑмсенче кукӑр-макӑр кӑвак япаласем пек курӑнса лараҫҫӗ, ҫулла вӗсем илемлӗ ҫулҫӑсемпе витӗнессе те, хитре тумлӑ пуласса та ӗненес килмест. Эх, шеремет жичӗ!.. хул хушши айӗнче епле касать иккен!.. Ытти япаласемпе пӗрле унӑн тата Дани консульстви панӑ хут пулнӑ, ҫав хут ҫине Гамбургра пурӑнакан Дани консулӗ, профессорӑн ҫывӑх тусӗ, хӑй алӑ пуснӑ. Аслати кӗрлевӗ пек сасӑ шӗвӗр мачча айӗнче чылайччен кӗрлерӗ, Андрий вара хӑватлӑ музыкӑна ҫӑварне карсах итлесе тӑчӗ. — Ҫавӑ, эпӗ калас тени, пӗр ӑнланмалла мар япалана кӑтартса парать: пӗр енчен илсен, эсир калани тӗрӗсех, хӗрарӑма мӗн май килнӗ таран йӑлтах мӑшкӑла тӑратса хӑварнӑ, тепӗр енчен илсен, вӑл — хуҫаланать. Эсир манран: «Мӗншӗн пӗлтермерӗн» тесе ыйтма пултаратӑр. Тӗрӗссипе, шыв юххи мана сехетре тӑват-пилӗк миля хӑвӑртлӑхпа анаталла илсе каять, анчах эпӗ ӑна сисместӗп — кимӗ пӗр вырӑнтах ларнӑ пек туйӑнать; енчен те ҫывӑхран пӗр-пӗр тунката юхса иртсен, чун ура тупаннех ҫитет, — ав, епле ыткӑнать вӑл тесе шухӑшлатӑп. Алтӑр ҫӑлтӑрӑн хӗрринчи икӗ ҫӑлтӑрӗ тӑрӑх ӑсра тӳрӗ йӗр тусан тата ӑна пилӗк хут тӑссан, ҫав йӗр Поляр ҫӑлтӑрӗ патнех пырса перӗнет. Елена никама та юратмасть-ха, анчах Берсенева юратӗ, тесе шутларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Ку кабинета курсан, Володя хӑйӗн пӳлӗмне кам пек тирпейлеме тӑрӑшнине эпӗ ӑнкарса илтӗм. «Ванюша тӗрӗсне каларӗ пулас! — шухӑшларӗ Оленин. Хам халех строя таврӑнасса, штурмлакан колоннӑсенче манӑн штык та курӑнасса эпӗ ҫапах ӗненетӗп-ха. Тарас чарӑнчӗ те вӑл хӑйне валли мӗнле ҫул уҫса пынине, пурне те салатса, касса-вакласа, хӗҫне сылтӑмалла та, сулахаялла та вылятса ҫапӑҫнине сӑнама тытӑнчӗ. — Анчах ҫак тӗле ҫитсен Гальцин ӑна чарса тӑратрӗ. Пӑртак кайсанах, унӑн канмашкӑн чарӑна-чарӑна тӑмалла пулнӑ. Анчах сакӑр талӑкран Алексей, хӑй ҫӑра сурчӑкпа юн сурать пулин те, ура ҫине тӑчӗ, час-часах мунча кӗме пуҫларӗ, ҫапӑна-ҫапӑна тарларӗ, пӑрӑҫланӑ эрех ӗҫрӗ; унӑн куҫӗсенче салхуллӑрах тӗксӗм ҫутӑ ялкӑшма тытӑнчӗ, ҫакна пула ун куҫӗсем татах та ытларах хитреленчӗҫ. Андрий ҫакна хирӗҫ нимӗн те калама пӗлеймерӗ; вӑл чӗрере пуррине йӑлтах каласа парӗччӗ, чӗрере пулнӑ пекех хӗрӳллӗн каласа парӗччӗ, — пултараймарӗ. Эпӗ ҫыран хӗрринчи пӗр пысӑк чул хыҫӗнче пытанса пӑхса тӑратӑп. Вӗсем ҫар йӗркипе вырнаҫса тӑрса, ик отряда уйрӑлчӗҫ те маневрсем тума тытӑнчӗҫ: пӗр-пӗрин ҫине мӑка вӗҫле ҫӗмренсем яраҫҫӗ, хӗҫӗсене кӑларса пӗр-пӗрне пыра-пыра тапӑнаҫҫӗ; пӗрре чакса тара-тара каяҫҫӗ, тепре пӗр-пӗрне тапӑнса хӑваласа килеҫҫӗ, е атака тӑваҫҫӗ, е чакса каяҫҫӗ. Эпир унпа ячейкӑра та, Советра та темиҫе хутчен калаҫнӑ; тем тӗрлӗ намӑслантарса та пӗтернӗ. Анчах та амӑшӗ вӑл сулкаланнине, унӑн урисем ҫирӗппӗн пусайманнине, алли чӗтренине туйрӗ. — Сана мӗн тума кирлӗ вӑл? — сыхланса ыйтрӗ Половцев. Городовойсем ӗҫе вӑраха ярасшӑн пулмарӗҫ. Анчах халь мӗн тӑвас ӗнтӗ! — Эсӗ, шыҫмак, мӗнрен кулатӑн ҫак? Вӑт чухласа илеймен! Вӗсем вӗҫкӗнсем: хӑмӑшпа кармакланӑ стаканӗсене кӳкӗртлӗ йӳҫӗ шыв ҫӑлне чикеҫҫӗ те ытла ӑнланакан пек пӑхса тӑраҫҫӗ, штатскисем ҫутӑ кӑвак галстуксемпе ҫӳреҫҫӗ, ҫар ҫыннисем ҫухи айӗнчен брыжжисене кӑларса яраҫҫӗ. — Чун — сывлӑш, — тетӗп эпӗ, анчах карчӑк ним вырӑнне хумасӑр кӑшкӑрать:— Тутарӑн-и? Ҫавӑн пекех инҫетри тӗрлӗ хуласенчен килекенсем калаҫса лараҫҫӗ, ҫав калаҫусем яланах пӗрешкел — ҫӗр ҫинчи ӗҫ ҫыннисем ҫинчен. Ҫамрӑк казаксен сассисем хаваслӑ юрӑ шӑрантараҫҫӗ, пӗр ҫамрӑкӑн сасси пуринчен те ҫивӗчрех илтӗнет. — Хӑвӑн иккӗшӗ те фронтра, ҫапах нимӗн те ӑнланаймастӑн! Тепӗр тесен, вӑл ирӗк илмесӗр те хӑпарма пулӗччӗ. Сӑмах майӗн ҫакна калам: малтан пурӑнӑҫра илтмен шухӑшсене эпӗ кӗнекесенче сайра тӗл пулнӑ. Ҫакӑн чухлӗ укҫа купине ӑҫта вырнаҫтармаллине те пӗлместӗп! Алӑк умӗнчи чалӑшшӑн ҫапса янӑ визитлӑ карточкӑран ҫӳлерех шӑнкӑрав ҫакки курӑнать. Анчах вӑл вилчӗ те, трюмри ҫӗрӗк шыв пек, шӑршӑ кӑларса выртать. Халӗ карапа кам тытса пырассине те пӗлместӗп. Наталья Алексейрен хӑранӑ, мӗншӗн тесен вӑл унӑн кӑмӑлне кайнӑ; — Ме ӗнтӗ, ил! Анчах, ку нимӗҫ ухмаха ернӗ пуль тесе тавҫӑрса илнӗ хыҫҫӑн, ӑна тӑрӑшсах тав турӗ те, хулана кӗмесӗр-тумасӑрах, хӑй пӗлекен савӑнӑҫ ҫуртне сулӑнчӗ. Каштанка хӗпӗртенипе ҫухӑрса янӑ, анчах ҫав вӑхӑтра ватӑ аҫа кушак анасланӑ та, сулӑнса кайнипе хур ҫинчен персе аннӑ. — Хӑвӑр винтовкӑна ҫеҫ пытарӑр, манӑн хамрах пулать, — хушса хучӗ Лятьевский. Маркиз пӗтет, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук, Симурден ҫакӑншӑн пӑшӑрханмасть. Анчах ӑна урӑххи шиклентерет. Эпир ракета карапӗн чӳречинчен Хӗвелпе ҫуталса выртакан ту тӑррисене тата тӗлӗнмелле сӑртсене куратпӑр: вӗсене кратерсемпе цирксем теҫҫӗ. Нумай цехин, туроксен нумай хаклӑ пурлӑхне, пусма-таварне, тӗрлӗ эрешне тытса илнӗ пулнӑ ун чух. Ун ҫинче лараканӗ ӑна пушӑпа та, шпорӑпа та, чӗлпӗрне туртса та хӑваламасть. Кусене хӑйсем тӗллӗн вӗренекен ҫамрӑк ачасем ӳкермен ӗнтӗ. Айртон ку ыйтӑва сасартӑк тавӑрса памарӗ. Пӗр ҫын пурччӗ тата. Мӗнпур укҫи ман ҫакӑ, теекен Козельцов тӗп-тӗрӗссинех каламан-мӗн: унӑн тата тепӗр 4 ылтӑн пулнӑ, пӗр-пӗр чух кирлӗ пулӗҫ-ха тесе, вӑл вӗсене ҫан ӑшне ҫӗлесе хунӑ, анчах та вӑл хӑйне хӑй ку ылтӑнсене темӗнле пулсан та тивместӗп тесе сӑмах панӑ пулнӑ. Анчах ӗҫме-ҫиме сахал. Питӗ сахал. Тен, хамӑр ытлашши пыртан хӑтӑлнишӗн хӗрхенме тивмест пулӗ, — терӗ. Анчах Р. ҫывӑрмастчӗ ӗнтӗ — кӗнеке сентрисене вӑл хаҫатсемпе витетчӗ, вара эпӗ темшӗн салхуланса: паян вӑл каять пуль, тесе шухӑшларӑм. Эс вутӑ пӑрах-ха, эп кӗсрене утӑ парса килем, — терӗ те асли, ларнӑ ҫӗртен ҫӗкленчӗ. Ӑна ӗнтӗ Фомапа калаҫма кичем те пулнӑ; вӑл унран эрех илес пирки шанчӑкне ҫухата пуҫланӑ, ҫавӑнпа пӑртак ҫилленнӗ те. Капитан ун чух хӑй татса илнӗ темле кӗрхи чечеке, темшӗн-ҫке, нумайччен тытса тӑчӗ. — Эпӗ ҫавна ӗненнӗ! — Ну? Пӗри теприне ҫӳҫрен ярса илнӗ те урайне, пӑлтӑра… унтан утланса ларнӑ… ха-ха-ха! Эпӗ, икӗ аллӑмпа та грот-мачтӑна, чылай хулӑмскер, кашни мускула хытарса, ярса тытрӑм. Эпӗ унран вӗҫерӗнме хатӗрленнине курса, вӑл чарӑнса тӑчӗ. — О, сэр, эпӗ милосерди сестри пулма пултаратӑп. Халӗ ҫирӗммӗш ҫулсем иртнӗ, ӑнлантӑн-и? «Эсир» тесе калаҫать, — шухӑшласа илчӗ Яков, — тен, нимӗн те пулайман пулӗ-ха». — Акӑ эпӗ, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, — Кунцово патӗнче пӗр ҫурт йышӑнтӑм. Ҫав тери юнӗ те ҫав тери канлӗ. — Ҫавнашкал телей хӗрарӑма юратсан килет, — терӗ Лось. Кӗнекене пуҫтарса чиксен, вӑл хӑйӗн тумтирне чӑтлӑхалла, нӳрӗрех ҫӗрелле илсе кайса пӑрахрӗ те тӑрӑшсах пылчӑк ӑшне таптаса хучӗ. — Ерофей Кузьмич ӑҫта? Пӗчӗк пӳлӗмре лараҫҫӗ. Вӗсем унӑн ҫӗрне сухаласа акнӑ. — Эпӗ-и? — Асту, нимӗн те ан ман. Халь ӗнтӗ тӗрӗссине каласа пама юрать: сире кунта ярсан, сирӗн ҫинчен армире каларӗҫ пулсан та, эсир ҫапӑҫура пултарасса, ҫитменнине тата ҫакӑн пек ҫапӑҫасса ӗненмерӗм эпӗ, ҫук!.. Хуларан виҫӗ ҫухрӑмра, хӗрлисем тытса илнӗ ял ҫийӗнче снарядсем ахӑрса, шӑхӑрса вӗҫеҫҫӗ, ҫӗре ӳксе, мӗн пур сас-чӗвве хупласа хураҫҫӗ, ҫӳлелле тӑпра вӗҫтереҫҫӗ. — Эсир кирек мӗн чухлӗ сехӗрленме пултаратӑр, — терӗ вӑл, — эпир Джимпа иксӗмӗр хӑравҫӑсен теҫеткисенчен мар. Ӑҫтан лектерчӗ вӑл — баксене-и, мотора-и, бомбӑсем тултарнӑ кассетӑна-и — ӑна ӑнланаймарӗ, анчах нимӗҫ ҫавӑнтах взрывран пулнӑ хӑмӑр пӗлӗт ӑшӗнче ҫухалчӗ. Вара ватӑ атаманӑн куҫӗсем савӑнӑҫпа йӑлкӑшма тапратрӗҫ. Кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехетре Петербургра, Хӗрлӗ Шуҫӑмсен проспектӗнче, такам тӗлӗнмелле пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса хучӗ: пысӑках мар, кӑвак тӗслӗ хут татки, — ӑна пушӑ ҫуртӑн хӑйпӑнса пӗтнӗ стенинчен пӑтасемпе ҫирӗплетнӗ. Ун умӗнче Янкель жид тӑрать. Вӑл, ҫав тери пӗчӗккӗ пулнӑран, ҫар форми тӑхӑннӑ ӳссе ҫитеймен илемлӗ арҫын ача пек ҫеҫ курӑнать. Анчах унӑн куҫӗсем ывӑнчӑклӑн курӑннипе, ачанни пек мар, витӗмлӗн пӑхса тараҫҫӗ. Парӑр мана кӑнтӑр сортименчӗ. Эсӗ унӑн ывӑлӗ-ҫке! Хайхи Яков Лукич, пӗрле килӗштерсе пурӑннӑ, ӗмӗр тӑршшӗнче малтанхи хут тенӗ пек, халӗ ӗнтӗ ҫамрӑк мар арӑмне пӗтӗм вӑйпа сулса ҫапрӗ, шӑл витӗр илтӗни-илтӗнми хушса хучӗ: — Ан чӗн! — Сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл. Курӑк ҫинчи сывлӑм тумламӗсем хӗвел питӗнче, хаклӑ йышши чулсем пек, йӑмӑхса йӑлкӑшаҫҫӗ. Инҫетрен-инҫетрен ман хӑлхана, ирхи таса сывлӑшра чӳхенсе тасалнӑ пек, уҫӑ, таса чан сасси килсе илтӗнчӗ. Акӑ ҫул тӑрӑх манпа пӗрле ҫывӑрнӑ ачасем ҫӗр каҫиччен кайса тӑнӑ лашасен кӗтӳне хӳтерсе, чуптарса иртсе кайрӗҫ. Ҫаксене аса илнӗ хыҫҫӑн, Давыдов хӑй пӗр сӑлтавсӑрах ҫав тери хытӑ ҫилленсе кайнишӗн завхоз умӗнче вӑтанчӗ, айӑплӑ пек туйрӗ. Унтан хӗрлӗ шатра пуҫланчӗ. — Анчах пирӗннисенчен никам та ҫакна ӑнланса илеймеҫҫӗ: мӗншӗн пурӑнма пултаракан капитализмла ҫӗршыв вӑраххӑн япӑхланса, юхӑнса пыракан ҫӗршывӑн политикине тытса пырать, хӳтӗлет. — Ҫук, паянлӑха эпӗ ӗҫе пӗтертӗм ӗнтӗ, анчах вӑхӑту пулсан манӑн сана кӑштах хампа пӗрле хӑварассӑм килет. Хӑй те хӑраса кайнӑ: ҫук, тенӗ вӑл Филарет-митрополита, ӑна, сволоча, илӗртесрен, кӗпҫине питӗрсе лартас пулать! Манӑн та ҫаплалла тӑвайсанччӗ… Уҫланкӑ варринче, мрамортан тунӑ статуя пек, ним хускалмасӑр, йӗнер ҫинче Луиза лара панӑ. «Итлӗр!» терӗ хӑрахкуҫ Иван Иванович, хӑй тавра ҫителӗклӗ ушкӑн пухӑннине курсан. Манӑн иртсех каять. Бойчопа Спиридончо хӑйсен асне илмесӗрех пӗр паттӑр юман хыҫне пырса тӑчӗҫ те ҫак пӗлмен тӑшман тапӑнасран хӳтӗленме хатӗрленчӗҫ. Кӗрлеве пула сивлек-ӑмӑр, пирамида евӗр ҫуртсем чӗтреҫҫӗ. Э? — Мӗн унта? — ыйтрӗ Дымов. Вӑл кунсӑр пуҫне те чылай мӑкӑртаткаларӗ, ӑнланса илме ҫук ҫыхӑнусӑр пуплевсемпе хӑйӗн амӑшӗ ҫинчен, хӗвеллӗ Калифорни ҫинчен, апельсин вӑрманӗсемпе чечексем ӑшӗнче ларакан тӑван ҫурчӗ ҫинчен те чылай калаҫрӗ. Сиснӗ пулин те, тен ӑна ҫакӑн хыҫҫӑн хӑйӗн нимӗнпе тӳрлетме ҫук суранӗ ыратнине тӳссе ирттерме ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулӗ. Эс мӑшкӑлҫӑ мар… эс таса чун! Ӑшри хӗрӳллӗхпе ҫутӑлса тӑракан куҫсем айӗнче курӑни-курӑнми кӑвак йӗрсем палӑра пуҫларӗҫ — кусем ыйӑхсӑр ирттернӗ каҫсен йӗррисем. О`Брайен халӗ те чӗрӗ вӑл, леш тӗнчерен сире сӑнаса тӑрать, — терӗм эпӗ. Кайран, тухса тарма хатӗрленсе ҫитнӗ каҫ, эсӗ ӑна урупа пӗррех тапатӑн та — вӑл вӑркӑнса каять, сӑнчӑр вӗҫерӗнчӗ те вара. Час-часах кӗреҫесем чакӑртатма пуҫларӗҫ — тӑпра ӑшӗнче чул нумай иккен. Анас патне ҫитнӗ хӗвел Труханов утравне ылттӑн сӑрпа сӑрлать, ҫуртсен чӳречисене ҫап-ҫутӑ ҫулӑмпа ҫутатать. Халӗ, Давыдов юлташ, татса пар эсӗ: паян каймалла-и манӑн е ҫук-и? — Яра пар, мучи, халех кай! — хыттӑн хушрӗ Давыдов. «Сывӑ пулӑр, юлташсем!» кӑшкӑрчӗ вӑл вӗсене ҫӳлтен: «мана аса илӗр, ҫитес ҫуркунне кунта тепре килсе лайӑх кӑна тустарӑр! Кунта вӗсем 5-мӗш ҫӑмӑл батарея, Володьӑн ҫавӑнта каймалла пулнӑ, Корабльнӑйра тӑнине пӗлчӗҫ те, хӑрушлӑха-мӗне уямасӑрах, ҫӗр выртмашкӑн пиччӗшӗ патне, 5-мӗш бастиона кайма шут тытрӗҫ, унтан вара ыран батарейӑна кайӑпӑр, терӗҫ. Дик Сэнд чаплӑ ҫулҫӳревҫӗсем каланине асрах тытрӗ, Джек та ҫавӑн пекех сываласса шанчӗ. Эпӗ вара хӑшпӗрне туйса илтӗм. Хӑйне Вандикпа тата Тицианпа танлаштарни унӑн кӑмӑлне кайрӗ. Икӗ ҫын пырса кӗчӗ. Унӑн хайхи чӑрӑш айне, Андрей выртнӑ ҫӗре кайса ларас килнӗ, упӑшкине тӑшман пульли ӳкернӗ ҫӗрте пулас килнӗ, Андрей умӗнче хытӑ йӗрсе пӗтӗм хуйхи-суйхине каласа парас килнӗ. Комитетӑн ҫав кичем ларӑвӗсенче хӑвӑр юлташӑрсен йӑнӑшӗсене эсир пуринчен малтан асӑрхатӑр. Эпӗ сан патна ҫыру ҫырса ярасшӑнччӗ, анчах хам кайса килем-ха, тесе шухӑшларӑм. Сулӑ тӑрӑх утса ҫӳрем кӑшт, тахҫан пулса иртнисене аса илнӗ май пуҫа килӗ, тен. Кулака эсӗ хӑвӑн ҫемҫелӗхне пулах чарусӑрлантарса янӑ. Вӑл маншӑн интереслӗ те пит ҫӗнӗ япала пулать. Эпӗ халӗ кӑна вӗсене виҫҫӗшне те куртӑм. Хм! — Георгий именнӗ пек ӳсӗрсе илчӗ. Ҫак халичченхи пек мар чӗнни Базарова витерчӗ… Вагон чӳречи умӗнченех мулкач, кролик кӗтӗвӗсем чупа-чупа иртеҫҫӗ. Кашни ҫын шутра, вӑл мана хӑйӗн теорийӗсемпе илӗртсе пырать. — Вӑл хӑвӑлтан ҫӗрӗ вӑрларӗ, атте, эсӗ хуш ӑна, ҫӗрре калла патӑр. Тупӑк ларакан хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑ, икӗ пӳлӗмӗнче те пӗрер ҫурта ҫунать. — Эпӗ. Ку паха сӗнӳ пулчӗ, Давыдов кӑштах шухӑшларӗ те килӗшрӗ. — Чӑн та ҫапла пулнӑ тесе шанас килет, сэр. Кукамай: вӑл питӗ ӳссе кайнӑ, тесе ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ хушӑра эпӗ хӑй произведенийӗ пирки хисеплӗ судьян приговорне кӗтнӗ чухне хӑрарах, ҫапах та пултарулӑхне шанса тӑракан художник туйӑмӗсене тӳссе ирттертӗм. — «Илтрӗм, сирӗн сиятельство». Санитар Андрей суранне блиндажра ҫыхса ячӗ. Халӑх унта-кунта саланать. Кӑвайт умӗнче лараканнисем те тӑчӗҫ, паранкӑ тултарнӑ чугунне те вут ҫинче хӑварсах, ыттисем хыҫҫӑн кайрӗҫ. Плащ-палаткӑн хӑрах хӗррине те юр хӳсе кайнӑ-мӗн. Юргин палатка хӗррине кӑшт ҫеҫ ҫӗклесе уҫса пӑхрӗ те тӑман ӑшӗнче винтовкӑллӑ часовой тӑнине курчӗ. — Чиперех-и? — ыйтрӗ часовой. Е — богдыхан-и? Вӗлерсех пӑрахмаллаччӗ! Унта ҫулпуҫне кӑна пӑхӑнса тӑракан ӑрусем пур, ҫулпуҫӗ вӗсене пӗр сӑмахсӑрах хӑйӗн влаҫне пӑхӑнса тӑма хушать. — Пит аван! Никам та чӑрмантармӗ: арӑм килте ҫук». Юлашкинчен унта та, кунта та: «Вӑрҫӑ ҫук, козак вӑйӗ ахалех сая каять! Мана кунне вуншар хут кӑтартса халӑха тӗлӗнтерсе хаваслантарчӗҫ. Хӑналар пулӗ-ҫке аскӑн ывӑла! — Мӗншӗн? Кунпа пӗрлех эпӗ ҫакӑн ҫинчен те пӗлтерме тивӗҫлӗ: ман хисеплӗ хуҫам форма енчен ӑнланмалла та лайӑх, содержани тӗлӗшӗнчен тарӑн шухӑшлӑ ӗҫсем пирки хирӗҫлесе каланисене малтан хамӑрӑн тискер чӗлхе ҫине куҫарса пымалла пулчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна, тем пекех тӑрӑшнӑ пулсан та, хӑй мӗн ыйтнисене хирӗҫ тӗрӗсех ӑнлантарса параймарӑм пулӗ тесе шутлатӑп. Суранӗсем ҫинчен манса кайса, Голышев аллисем ҫине ҫӗкленчӗ. — Эпӗ вӗсене иккӗшне те паллатӑп. — Кайран-и? — Ҫак юн хуралса кайиччен маларах вилнӗ. Чӗрӗ ҫын куҫӗсене кӑларса илсе кунта, портрет ҫине вырнаҫтарса лартнӑ тейӗн. — Анчах сире эпӗ ак мӗн калатӑп: сирӗн банкирсем Америкӑран милитаризм крепоҫӗ туса хурасшӑн, вара Черчилль вӗсенчен вӑхӑтра ҫавӑн пек ырӑ милитаристсем туса хума пултарнӑшӑн пӗлӗте тав тавӗ. Малтанах ҫакна никам та асӑрхамарӗ. — Чисти артист! — Пурӑнма та пултараймасть пуль унсӑр. — Ҫапах та пурпӗрех мана ку енчи ҫыранта хӑрушлӑх пысӑкрах пек туйӑнать, мӗншӗн тесен эпир кунта Негоро эскорчӗпе тӗл пулма пултаратпӑр. Анчах вӗҫсе тухма май ҫук инҫетре вырнаҫнӑ ҫӑлтӑрсем те пур. Анчах чунӗпе сывални курӑнсах тӑрать. — Ҫук, атте, эпӗ вӗсене наркӑмӑш патӑм, вӗсем вилнӗ. Чӑнах та вӗт питӗ илемлӗ?.. Чистая-и? Никам та ҫук ку таврара. Шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ Женя пачах палламан ҫӗре пырса тухнине пӗлтерчӗ. Лена сӑмахӗсем Воропаева ыраттармаллах пырса тиврӗҫ. Унтан алӑкне тӗксе пӑхрӗ. Лампи тӗксӗм мӑчлатакан ҫутӑпа ҫунать, ҫӳлтен хӑрӑмлӑ тӗтӗм мӑкӑрланса тухать. Ӑна пӗрре куҫ хывас та кирлӗ пек сӑнаса тӑрас пулать. Вӗсене виҫӗмкунах ачасем хаҫат хучӗн татӑкӗсем ҫине тӗрлӗрен ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ чӗнӳ билечӗсем ярса пачӗҫ. — Ӑҫта пулма пултарать вӑл? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Халӑх хушшинчен пирӗн урядник тухрӗ те Иван Кузмич ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Йывӑҫсен тӑррине хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркисем ӳкрӗҫ ӗнтӗ. — Эпӗ санран хӑрамастӑп, — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл: — илтетӗн-и эсӗ ҫакна, чӗчӗ ачи! Ун ҫинчен эпир нимӗн те пӗлместпӗр. — Мӗншӗн тесен, ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ иккӗмӗш тапхӑрта, пирвайхи тапхӑрти чулсем вырӑнне шыв илсе килнӗ юшкӑнсенчен малтанхи тӑпра пулса тӑнӑ тапхӑрта ҫеҫ пуҫланнӑ. Манӑн ӑна паҫӑрах, шӑнса хӗрелсе кайнӑскерне, килсе кӗрсенех питне кӑмака ҫумне тытнӑ самантрах, чуптӑвас килетчӗ. Унӑн ҫийӗ темиҫе миллион тӑваткал километр. Пур ҫӗре те хам ҫитсе тӗрӗслесе ҫӳрерӗм. Мӗншӗн васкамастӑн, пулӑш шуйттана!.. Анчах пулас пӑянамӑшӗ ӑна пит ҫӑмартинчен куҫҫульпе йӗпеннӗ тутипе чуп тунине туйсан, кӳренсе кайрӗ: — Сирӗн, хӗрарӑмсен, куҫҫуль ытла нумай! Майӑн 8-мӗшӗнче, юлашки экзамена — закон божине парса таврӑнсан, эпӗ килте хам палланӑ ҫынна, Розанов патӗнче ҫӗвӗҫ ҫумми пулса ӗҫлекенскере, куртӑм; вӑл унчченех темиҫе тӗспе йӑлтӑртатакан яка-ҫутӑ хура пуставран ҫӗленӗ мундирпе сюртук йӑтса килсе, лацкансен вырӑнӗсене пурӑпа паллӑ тунӑччӗ, ун чухне ку тумтирсене ҫиелтен ҫиппе чиксе туртса тухнӑччӗ, халӗ вара йӑлтӑркка ылтӑн тӳмисене хутпа чӗркенӗ йӑлтах хатӗр тумтир илсе килчӗ. Ку япала ӑна шутсӑр илӗргнӗ. Мана ӗмӗрлӗхе намӑс кӑтартас тетӗн-и, э? — Нимӗҫсем пулчӗҫ-и кунта? Тахӑшӗн пуҫӗ люкран палуба ҫине тухрӗ: — Аялалла, йытӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ капитан. Тунмастӑп! Чӑнах та, пурне те каламан эпӗ, анчах хӑшпӗрисене, хӑйсен чунӗсемпе пире хирӗҫ уйрӑмах хытӑ вӗчӗрхенсе тӑраканнисене, каланӑ. — Сана кӑштах тӑхтаса тӑма тивет, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн капитан-ха. Ҫакӑн пек пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн никамӑн та савӑнас шухӑш ҫук. Эпӗ урса кайма та хатӗрччӗ, аран-аран тытса чарчӗҫ. Иртнӗ ҫулта пӗтсе ларнӑ чечексемшӗн пӗрре куҫҫуль тӑкмасӑр хӑйӗн садӗнчи гвоздикӑпа тюльпан чечекӗсем ҫулсеренех ҫӗнӗрен ҫурӑлса пынишӗн савӑнакан ҫынсем пекех, эпӗ те вӗсен ашшӗсемпе аслашшӗсем вилсе пынишӗн пӗрре те кулянман пулӑттӑм. — Мӗнле ыйту? Кала. Сан пиччӳ айӑпне пула вилеҫҫӗ. — Кивӗ шыв ҫулне вирхӗннӗ юхӑм ҫав юпана тӳнтерсе яма, юхӑмпа юхтарса кайма пултараймарӗ-ши вара, унтан эпӗ ӑна, ҫурма вилнӗскерне, тытрӑм. Владимир ӑна йӗрӗнсе итлесе тӑчӗ те нимӗн те чӗнмерӗ. Ывӑннӑ эпӗ. Пурпӗрех тӗнче катастрофи пулмалла!» — тесе пичетленӗ. — Ак ҫыпӑҫса пӑх-ха. Вӑй-хал енчен те йывӑр пулнӑ, шухӑш-кӑмӑл енчен — тата йывӑртарах. «Урине мӗн те пулин ҫаклансан — ӑна та, мана та вилӗм» — шухӑшласа илчӗ Павел. Лешсем иккӗшӗ те унӑн ури патнех пуҫӗсене тайрӗҫ. — Чӑнах та, чи кайранхи сӑнава эпир «Гейзер утравӗнче…» тунӑччӗ. — Ҫук «Аксель утравӗнче», тусӑм. Сирӗн хӑвӑр ҫумра мӗн те пулин ҫук-ши? Илтми пулса тӑнран кайнӑ ҫынсем, кил-ҫурчӗсенчен сике-сике тухса, малалла чупаҫҫӗ, каллех каялла ҫаврӑнса килсе, пӑтранакан ушкӑна пушшех пӑтратса ҫӳреҫҫӗ. — Эсир илтрӗр-и, Чезаре, — терӗ Джемма. Анчах кимсем ҫыран хӗрринчен хускалса кайсанах вӗсем ҫине ҫумӑр пек чул тӑкӑнма пуҫланӑ. Сире те ытлашши алхасма кирлӗ мар. — Ҫирӗм ҫичӗ ҫынран пӗр врач та эсир ҫеҫ ӗҫлӗ пулатӑр, ыттисем хӑйсен кровачӗсене те пулин аманнисене паччӑр. Аптӑраса ӳкнӗ пассажирсене поезд мӗншӗн чарӑннине ӑнлантарса пачӗҫ. Мӗншӗн эсир йытӑсене вӑрҫтаратӑр?» терӗ Иван Никифорович, Антон Прокофьевича курсан, Антон Прокофьевичпа шӳт тумасӑр никам та калаҫмасть. Сулахайра сӗм-тӗттӗм ту хушши курӑнать; ун хыҫӗнче те, пирӗн умра та юрпа витӗннӗ кӑвак ту тӑррисем шупка пӗлӗт тӳпемӗнче хӗвел шевлин юлашки хӑватсӑр ҫутипе сӑнланса пӗрхеленнӗн курӑнаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, кӗскен каласан, чиперех пыракан шыв юхӑмӗ таҫта кайса кӗнӗ. — Тархасшӑн ун пек ан калӑр, — терӗ вӑл. Хӑшӗ-пӗрисем ӑна кура Дубровский пек пулма хӑтланса, кӳршӗ улпута ҫав тери парӑнса тӑрасран хӑтӑлма пӑхнӑ иккен те, анчах Кирила Петрович ҫийӗнчех вӗсен сехрине хӑпартса, унашкал хӑтланассинчен яланлӑхах пистернӗ, пӗр Дубровский кӑна вӑл картана кӗмесӗр юлнӑ. Тӗрмере ларакан ҫынна ман патӑма илсе килсен, эпӗ унпа калаҫӑп. Мӗнпур тӳпене ҫӑра тӗтре хупӑрласа илчӗ. Асӑрханмасӑр хускални те йытӑ вӗрсе яни Краличе улталарӗ. Тӗнче пӗтнӗ чух-и? Манӑн мускулсем. — Тен эсир ударенисене тӗрӗс мар лартатӑр, — терӗ майор. — Сире лайӑх туйӑнать-и кунта, мисс Пойндекстер? Андрей урапа патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ. — Пирусна ман паталла тӑсиччен малтан сывлӑх сунмалла. — Мӗнле, ыратрӗ-и? — каллех ыйтрӗ Оленин, калава итлеменпе пӗрех. Халӗ вара тара тытнӑ ҫынсем ҫук, ҫавӑнпа сунара пилӗк матрос кӑна кайма пултарать, урӑхла каласан, пӗр вельбота тытса пыма кирлӗ чухлӗн ҫеҫ. Анчах ку йышши тискер кайӑксене тытнӑ чухне те старик хайӗн Ҫӗпӗр ҫыннин тупӑшлӑ тавҫӑрулӑхӗпе, чул пек ҫирӗп тӳсӗмлӗхӗпе, тӗл пенипе вӑйлӑ пулнӑ. Калӑн вӗт, пешка, халь ҫеҫ ӗҫе кӗнӗ, каппайланма пӑхать тата. Манӑн хулана курас килсен, кашнинчех эпӗ хамӑн ҫул ҫӳремелли кабинета кӗрсе лараттӑм; ӑна Глюмдальклич уҫӑ портшезра ларса пынӑ чух хӑйӗн чӗрҫине хурса тытатчӗ. Вӑл ҫӗршыври йӑла тӑрӑх портшезне тӑватӑ ҫын йӑтса пыратчӗ, вӗсем хыҫҫӑн король майрин икӗ камер-лакейӗ пыратчӗҫ. Вӑл ҫывхарнӑҫемӗн, эпӗ чӗлӗме шаккаса тӑкрӑм, хам ҫӑкӑр тытнӑ вырӑна кайса пӗр пӗрене хыҫне, уҫӑ вырӑна выртрӑм. Иккӗмӗшӗ кӗрнеклӗскер, шатра питлӗ, вӗчӗх сӑнлӑ. — Вӗсемпе чӑрманма вӑхӑт та пулман… Нумайранпа ларать-и? Унӑн именине пӗр отставкӑна тухнӑ майор пӑхса пурӑннӑ. — Мӗншӗн тесен, кунтах, карташӗнчех вырттарсан, йӑлтах сая каять. — Вулӑр, — терӗ майор, — «Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди хаҫатне» Гленарвана парса, — вара эсир полицин офицерӗ тӗлсӗр калаҫманнине куратӑр. Совет влаҫӗ пирвайхи пилӗкҫуллӑх план ҫапса кӑларсан, скептиксем каллех сцена ҫине тухрӗҫ те, каларӗҫ: пятилетка, паллах, лайӑх ӗҫ, анчах пурнӑҫа кӗме пултарӗ-ши вӑл, большевиксем ахӑрнех пятилеткӑлла ӗҫ тухаймасть пулӗ. Прилив вӑхӑтӗнче ӑна унтан илсе тухма пулать. — Ун пек пулсан, ан тив Давыдов «Молот» хаҫатра пӗлтерӳ ҫаптарса кӑлартӑр: пуҫилле янӑ ҫынсене, хӑйсен вӑхӑтне пурӑнса ирттернисене, пурне те колхоза илетпӗр, тесе пӗлтертӗр… — терӗ вӑл Андрей Разметнова. Ҫак бантпала кӑвак кӗпи, мӑйӗнчи ҫинҫе-ҫинҫе ӗнчӗ-ахах ҫип ӑна ҫав тери килӗшет! — Сан арӑму хуҫалӑха… хӑй тытса пырать-и вара? — ыйтрӗ Санин. Айӑпланакана хӳтӗлес тӗлӗшпе сӑмах калама тытӑнсанах, префектура агенчӗсене мухтама тытӑннӑ вӑл. «Общество тарҫисем вӗсем, хӑйсене хӑйсем мухтама юратманскерсем, кӑшт кӑна ӗҫлесе илесшӗн мӗн чухлӗ асап курмаҫҫӗ пулӗ, ывӑннипе халран каяҫҫӗ, ӑҫта пынӑ унта тӗл пулакан хӑрушлӑха хӑюллӑн кӗтсе илсе, кашни куллен хӑйсен паттӑрлӑхне кӑтартаҫҫӗ. Анчах пӗррехинче Петр:— Алексей ӑста ҫапӑҫать, анчах ӑна хамӑрӑннисем, хуларисем, хӗнеҫҫӗ, — терӗ. Ҫитерет, ӗҫтерет… Джон ӑна антарма хушнӑ. Унӑн ҫиесси килетчӗ. Алексей халӗ ӗнтӗ хамӑрӑннисем патне ҫитессе-ҫитмессе шутламан, вӑл хӑйӗн шӑмшакӗ хускалма пултарнӑ таран шуса е йӑванса пыма хатӗррине ҫеҫ лайӑх пӗлнӗ. Йышӑнӑр», тесе ҫырса хучӗ. Профессор сӗтел ещӗкне уҫрӗ, унтан пӗр купа хут кӑларчӗ те, темӗскер шырама пуҫларӗ. Хусана карӗ, акушеркӑна вӗренесшӗн. Унӑн кӑвакарнӑ мӑйӑхӗ хаяррӑн усӑнать. Этемӗн чунӗнче ҫавӑн пек вырӑн пур: унта урӑх нимӗн те ӳсмест. Санина пуринчен те ытларах йывӑр тиврӗ. — О, чунӑмҫӑм, сӑмахусем сан пӑлхантараҫҫӗ мана. — Кам? Персе, ҫакса вӗлер мана, ҫав-ҫавах ӗненместӗп! — Питӗ аван, — терӗ вӑл, — анчах халь саккӑр та ҫитмен-ха. — Эккей… упа! — тесе макӑртатса юлчӗ ун хыҫҫӑн аслӑ конторщик, пуҫне сулласа, унтан каллех счет шӑрҫисене шакӑртаттарма пуҫларӗ. — Паллах… ҫапла пуласса кӗтсех тӑмаллаччӗ манӑн ҫав хӗрачаран… кокеткӑран… кайран тавӑрӑп-ха эпӗ! Анчах повозка ҫавӑнтах ланк! сиксе илчӗ те туртипе тем ҫумне ҫапӑнса, чарӑнса тӑчӗ. Кас… Лбов, хӑй хуйхине ним пытармасӑр та вӑтанмасӑр, сасӑпах уласа йӗрет, — савнӑ, кӑмӑллӑ ача! Чи малтан тӑкӑрлӑксенче хӗрарӑмсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, — хир чӑххисен пӗчӗк кӗтевӗсем пек какӑлтатса ҫуйхашма тапратрӗҫ. Ахаль кунсенче ирхи чей ӗҫмешкӗн икӗ кӗрепенке тулӑ кулачӗ, ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ валли ҫур пус тӑракан булкӑсем икӗ пуслӑх илеҫҫӗ. Хӑвӑр ытти ҫынсем пек марри ҫинчен сире калама та кирлӗ мар. Халӗ ӗнтӗ вӑл карӗ… Джемма, шыв ҫине тинкерсе пӑхса, калама пуҫларӗ. Пуҫ ҫаврӑнать пулсан — чӑтӑр, ирттерсе ярӑр. Юлашкинчен эпӗ капитана шӑши тирӗнчен тунӑ ман йӗмме пӑхма йӑлӑнтӑм. Пӗр эрне хушшинче костыльсемпе хӑвӑрт та ӑста ҫӳреме вӗренсе ҫитрӗ. Ҫак тараватсӑр вырӑнсене часрах пӑрахса хӑварас тесе, таркӑнсем темӗнле хыпалансан та, тӑваттӑмӗш кунӗнче тин, февралӗн 23-мӗшӗнче, вӗсем ҫӳллӗ мар тӗмсем ӳсекен уҫӑ вырӑнсене тухрӗҫ. Ку унӑн тытӑмӗнчен килет: ун ӑшӗнче чуллӑ етре пур, ӑна газ евӗрлӗ витӗм карса илнӗ. — Ак чихирьне те ӗҫӗпӗр вара. Ун ҫине пӑхсан, контрабандистӑн куҫҫулӗ тухрӗ. Ҫав кун эпӗ тулӑх сӗтел хушшинче, темиҫе сӗтелсене пӗрлештерсе лартнӑ тӗлӗнмелле пысӑк сӗтел хушшинче ларатӑп. Луизӑн ӑна курайман тапхӑрсем, е, тӗрӗсрех каласан, курайми пуласшӑн тӑрӑшнӑ тапхӑрсем пулкаланӑ. «Ытлашши суятӑн, дипломат тӑванӑм», — терӗ Дубков, анчах шампански ӗҫнӗрен тата ҫитӗннисемпе пӗрле ларнӑран мана ҫав тери ырӑччӗ те, ҫапла асӑрхаттарни мана кӑшт кӑна чӑрмаласа илчӗ. Унтан диван хыҫӗнчен кинжал йӗннине илсе, диван ҫине лартӑм. Симӗс пӗркенчӗк айӗнчен ытларах та ытларах ҫӗрӗн хура тӗсӗ ҫиеле тухать, тӳпере сивӗ тӗссем нумайланса пыраҫҫӗ… Вара, пӗр-пӗр кун, тӑлӑха юлнӑ пек, пачах лӑпланнӑ ҫӗр ҫине мӗльюншар юр пӗрчисем ӳкеҫҫӗ те, пӗтӗм ҫӗр тӳрем, пӗр тӗслӗ, шурӑ пулса каять… Исправник ҫула тухса ҫӳремелли тумтирпе, пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити тенӗ пекех хӗҫпӑшалланнӑскер, вӑрттӑн та васкарах темӗн ҫинчен кала-кала парать. — Ҫук, вӑл маларах кайрӗ. Офицерсем пурте батарея командирӗн конверт ҫумӗнчи пичетсене хӑйпӑтма хӑнӑхнӑ пӳрнисем ҫине пӑхма пикенчӗҫ. Ун пӳрнисем пичете хӑйпӑтасса, конверт ӑшӗнчен чи кирлӗ хута кӑларасса вӗсем, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, кӗтсе пӑхса тӑчӗҫ. Мӗн курман-ха эпӗ унта? Пӗрре эпӗ Хуммана каларӑм: «Санӑн подрядчик пулмаллаччӗ» терӗм. — Так-с точно, — терӗ хорунжи, — манӑн сирӗнпе ӗҫ пурччӗ. Площадка ҫинче, алӑк ҫумӗнчи хушамата вуласа, чылайччен пӑхса тӑтӑм эпӗ. Анчах столяр хӑрама, ҫухӑрашма тата вӗрме тытӑнас вырӑнне тутине сарса хунӑ та, унтан яшт тӑрса, пӗтӗм пилӗк пӳрнине тӑнлавӗ патне тармакласа тытнӑ. Ҫапла туни Каштанкӑна хытӑ тӗлӗнтернӗ. — Ия, сире ҫеҫ, мистер Морис. Эпӗ унпа юнашар аналой умне пырса тӑтӑм, пачӑшкӑ васкать, хӗре виҫӗ арҫынпа горничнӑя тытса тӑраҫҫӗ, виҫҫӗшӗ те ӑна анчах пӑхаҫҫӗ. — Ку ӗмекенни мӗн ятлӑ? — ыйтрӗ вӑл. Тискер йӑхсем ҫунатлӑ ҫак аҫтахасене пуҫ ҫапма пуҫлаҫҫӗ. Кил хуҫи арӑмӗ тата? Ненец ҫыннисем ӑна «ӑмансем хӑваласа кӑларакан» тетчӗҫ те килти хуҫалӑхра примус мӗнле усӑ кӳни ҫинчен канашлама та ун патне пыратчӗҫ. Вӑл нихӑҫан та нимӗнле ҫыру ҫырмастчӗ тата хӑй те ниҫтан та ҫыру илместчӗ. Ытла ӳсӗр пулмасан, вӑл нихӑҫан та никампа та калаҫмастчӗ. «Ну, шутлатӑр ара эрех тесе». Караван варринче ватӑ Нэна куртӑм. Эпӗ хам та Печорин ҫине ҫилленсе ҫитрӗм. — Аншанте, мадам, темеллеччӗ сирӗн! Сывлӑш таса, уҫӑ, ӑшӑ, пур ҫӗрте те халь лайӑх курӑнать, ҫул хӗрринчи хытхуран уйрӑм тунисене те уйӑрса илме май пур. Пурте вара ҫавӑнтах палласа илчӗҫ: пуҫӗ така пуҫех, анчах сӑнарӗ Басаврюкӑн; халь эрех ыйтать ӗнте ку, тесе шухӑшларӑм, тет, ман асаттен аппӑшӗ… Хул пуҫҫине ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кивӗ сӑхман уртнӑ, кӗске шомполлӑ авалхи пистолетне, Спорт ятаганӗпе вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне пиҫиххинчен хӗстернӗ, ҫӗтӗк тӑвӑр шӑлаварпа, шӑлаварне пакӑлчак тӗлӗнче тӳмелемен, полицейскисен царвулине чӗнпе ҫыхкаласа сырнӑ. Эпӗ сиксе тухма тытӑннӑччӗ, сасартӑк ку ҫын калаҫма пуҫларӗ. Выртса канӑн. Ҫав йӗр сулкаланса илчӗ. Сывӑ пул! Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ тӑма пултаратӑп, кунта инҫе мар, икӗ остановка ҫеҫ. Стоянкӑра пӗр эрне пулсах эпир пӑрпа кӑнтӑралла пӗр градус таранах юхса кайрӑмӑр. Ун чухнехи тискер ӗмӗрте ҫакса вӗлерни хура халӑхшӑн ҫеҫ мар, ҫӳлти классемшӗн те курса киленмелли чи интереслӑ япаласенчен пӗри пулнӑ. Мӗн, сӑлтав пур ӗнтӗ унӑн хальхи тата малашнехи кичем пурӑнӑҫӗпе пурӑнма? Хуть те халех сик! Эпӗ секрета каярах юлса ҫитрӗм ҫав, ытла тӗттӗмленчӗ. Вӑл хӑех ӑнланать: мӑнаҫлӑ «пани» халь ут пӑхакан хлоп умӗнче кунӗленсех пырать. — Левко темӗн те пӗр каласа пуҫна ҫавӑрнӑ (халь ӗнтӗ палламан ҫын сасси Левкошӑн таҫта илтнӗ сасӑ пек туйӑнчӗ, вӑл ӑна тахҫан илтнӗ); анчах эп Левкона хам кам иккенне кӑтартӑп-ха! — терӗ ҫавнашкалах палламан ҫын. Пуҫлама пултаратпӑр-и? — Мӗншӗн ҫуррине? — Михайло Семеныч, мӗн эсир ҫывӑратӑр! штурм пуҫланчӗ вӗт! — кӑшкӑрса ячӗ тахӑшӗ. Начар мар вырнаҫнӑ эсир. — Вӗсене тупӑна ҫыран хӗррине антарма нихӑҫан та май килес ҫук. Ҫынсем хӑйсем тӗллӗн, приказсӑр-мӗнсӗр, ҫӳҫенсе, чӗтӗренсе илчӗҫ, туртӑнса каҫӑрӑлчӗҫ те шӑпланчӗҫ. Вӑл та чӑн-чӑн пӑлхар ҫынни… Унтан — капла-и? Унтан тата кун пек-и? Тухтӑр мӗн каланине эпӗ илтеймерӗм. Алӑкран каллех шаккарӗҫ. Ӗҫкелесе ҫӳрет-ҫӳрет те сасартӑк, шыва путнӑ пек, ҫухалать. Сас-хура та ҫук ун ҫинчен. Анчах халӗ те ун пек коралл тункатисем «Британине» путармалӑхах ӳссе ҫитӗннӗ. Тӗрӗс тумасть, паллах. Шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтра Артамонов ҫул ҫине тухрӗ, хӑйӗн чӗринче вӑл ҫав ҫепӗҫ лӑпкӑлӑха, кӑмӑллӑ тирпейлӗхе тата ҫав тирпейлӗхе тунӑ хӑмӑр куҫлӑ, лӑпкӑ та хытанкка хӗрарӑмӑн ырӑ сӑнарне ӑшшӑн упраса илсе кайрӗ. Асатте, — вӑл пирӗн аттен ашшӗ пулать тата халь пирӗн председатель шутланать, — килмеҫҫӗ, тет, вилнӗ ҫынна ҫӑва ҫинчен каялла йӑтса таврӑнмаҫҫӗ, тет. Ушкӑнсенчен пӗри Матвей Юргин взвочӗ тӑракан участокри траншея патне килсе тухрӗ. Пирӗн ҫынсене илӗр-ха: вӗсенне ҫӳҫ пайӑркисене татаҫҫӗ, пит-куҫа пӑхма ҫук хӑрушла ватса пӗтереҫҫӗ, анчах никам та ҫӗр червонец памасть. Вӑл хӑй начальник пулнӑ пекех кӑшкӑрашать. Усӑллӑ. Манран темиҫе утӑмра, уҫланкӑри симӗс хӑмла ҫырли тӗмӗсем хушшинче, йӑрӑс та ҫӳллӗ хӗр тӑрать, йӑрӑмлӑ хӗрлӗ платйӗпе, шурӑ тутӑрпа; ун тавра тӑватӑ ҫамрӑк ҫын кӗпӗрленсе тӑнӑ, хӗр вӗсене кашнинех ҫамкинчен пысӑках мар кӑвак чечекпе ҫатлаттарать; эпӗ вӑл чечек ятне пӗлместӗп, анчах ачасем ӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ: ҫав чечек пӗчӗк хутаҫ евӗр, хытӑ япала ҫумне ҫапмассерен вӑл шаплатса ҫурӑлать. Малалла та наступлени тума хатӗрленнӗ май, вӗсем ялсемпе вӑрмансенче тӑнӑ, мала пӗчӗк постсем ҫеҫ кӑлара-кӑлара тӑратнӑ. Пысӑк чул сӑмсахӗ ҫинче ҫилӗпе ҫатӑртатакан хаяр Отто Лиденброк, никам чарайми Аякс турӑсене хӑйпе тытӑҫса ҫапӑҫма чӗннӗ пекех курӑнса тӑрать; анчах виҫерен тухса кайнӑ ҫак этемӗн ӑссӑр ҫиллине ҫӑварлӑхлас тӗлӗшпе хамах хутшӑнса калаҫма пӑхсан, вырӑнлӑ пулӗ тесе шутларӑм эпӗ. Эсӗ вара мӗн шухӑшлатӑн: уйӑрӑлса кайрӑм та — ӗҫӗ те пӗтрӗ, тетӗн-им? Зинаида ман ума пырса тӑчӗ, мана лайӑхрах курас тенӗ пек, пуҫне кӑштах хулпуҫҫи ҫине тайрӗ, унтан мана аллине мӑнкӑмӑллӑн тӑсса пачӗ. Пехота! — Эпӗ те ҫавӑн пекех… Сӗм вӑрманти таса юр ҫинче ун хыҫҫӑн, аманнӑ тискер кайӑк хыҫӗнче юлакан йӗр пек, кукӑр-макӑр йӗр юлса пычӗ. Кӑткӑсем йӑвине пӑрахса кайнӑшӑн савӑнмалла кӑна ҫулҫӳревҫӗсен. — Мӗншӗн чӗнместӗр-ха эсир? — тесе ыйтрӗ Гленарван, пуринчен малтан майор ҫине пӑхса. — Эпӗ ӳсӗр-и? Малтан ку горизонт патӗнченех курӑнакан кӗмӗл ярӑм пулнӑ. — Эсир, сэр? Эпир ӗмӗрхи юр выртакан чике урлӑ каҫрӑмӑр. — Ну, тавтапуҫ сана, асатте! Атӑлӑн анат вӗҫӗнче, ҫак шыв кукӑрӑлсах пӑрӑннӑ тӗлте, Сталинградран ҫӳлерехре, вӑл «Камышин» тесе ҫырнӑ пӗчӗк ҫаврашка курнӑ. Замок ҫунса пӗтме пуҫларӗ. Вӑл малтанхи виҫесемпех утрӗ, ҫавӑн пекех канчӗ, пӗр кун каймалли ҫур ҫулне утсан апат ҫирӗ. — Епле маттурскер вӑл! Унӑн пичӗ улшӑнмарӗ, анчах унӑн куҫӗсенчен куҫҫул! шӑпӑртатрӗ. — Михӗре такам ларать!» Мӗн тӑватӑр эсир кунта? — интересленчӗ Давыдов. Юлашкинчен, вӗсем ҫӑл ҫумӗнчен иртрӗҫ те малалла утрӗҫ, вӗсен тулли хырӑмӗсенче шыв шӑмпӑлтатса пычӗ. Кӑна эпӗ хам та туятӑп халӗ, — терӗ Воропаев. «Вӑкӑртан тарса хӑтӑласшӑн пултӑм», — тетӗп хайхискерне. Пире выҫӑ вӗлерес мар тесе, анне урам тӑрӑх кайрӗ! Акӑ хӗрача чӳрече патнелле чалӑшшӑн ларать, сывмар урине тенкел ҫине хурса тӑсса янӑ, сыввине ҫӗрелле уснӑ, ҫапла ларнӑ та, питне лутӑрканчӑк кӗнекепе хупласа, питӗ хумханса, темле ӑнланмалла мар кичемле сӑмахсем калать. Ӑшӑ та ӑмӑртарах ирччӗ. Королӗ, ҫав ученӑйсенчен пуринчен те тӗплӗрех шухӑшлама пултараканскер, вӗсене фермера чӗнсе килме хушрӗ. Телее, фермер хуларан тухса кайма та ӗлкӗреймен. — Сӑмахласа хӑтланнипе хӑвӑра хӑвӑр ан ывӑнтарӑр. — Пурӗпӗрех мар-и вара? — ыйтрӗ Павел Петрович. Пӗр минут та ҫухатма юрамасть! Обер-кельнер, питӗ хисеплӗн пуҫ тайса илсе, чура пек тухса кайрӗ. Чирлӗ ҫын сулӑнса кайса куҫне уҫрӗ те ҫӗр ҫине выртрӗ. Одинцова каллех кулса ячӗ. — Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ вӑл аран-аран. — Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, — терӗ Берсенев, сӑмах хушса, — Дмитрий Никанорович хӑй мӗн туни ҫинчен каласа пама юратмасть. Сывах-ха, хамӑр енчисем, турри мӗн ҫӑмӑлпа илсе килчӗ сана?» Леш сержант званиллӗ Лорелея ҫухалчӗ те-им? Хулари хӗрарӑмсем хӑйсен упӑшкисене е хуҫисене юрама тӑрӑшса мӗн тунӑ, факторири хӗрарӑмсем те ҫавнах тунӑ. Кам каларӗ сире ҫавӑн ҫинчен? — Хытӑ йӗркеллӗ моралист эпӗ уҫҫӑнах каланине вырӑнсӑр тесе шутлӗ, анчах, пӗр енчен, кӑна пытарма ҫук, тепӗр енчен, эсӗ пӗлетӗн, ашшӗ хӑй ывӑлӗ ҫине мӗнле пӑхас тӗлӗшпе манӑн яланах урӑхларах принципсем пур. Эпӗ пӗлетӗп камӑн ҫавна тума кирлине. Килсемӗр пирӗн патӑмӑра, хула тума пулӑшсамӑр». — Н-ну, ку чӗрӗ тавар часах ҫунма тытӑнас ҫук-ха… Виноград аврисемпе явӑнса карталаннӑ вырӑн тӗттӗм те сулхӑн, ҫине витнӗ тӑпӑл-тӑпӑл беседка пекех. Эпӗ виҫӗ вут ҫулӑмне — иккӗшне юнашар тата тепӗрне инҫетрех, хӗвеланӑҫ енче куртӑм. Хӑҫан хӑпса вӗҫсе кайӗ-ши вӑл пирӗн патран хӑямат таврашнелле?» — Давыдов хӑйӗн хытса куштӑрканӑ ывӑҫ тупанне Андрей куҫӗ умне тытса кӑтартрӗ, шӑлӗсене асаплӑн шатӑртаттарса илчӗ, — анне ӗҫлесе тупнӑ пӗр тенкӗне чикетӗп те ҫӑкӑр илме тухса каятӑп… Ку тӗрӗс те мар, аван та мар, чыслӑ та мар, ҫавӑнпа манӑн кун ҫинчен никама та пӗлтерес килмест, анчах пурпӗр урӑх мел ҫук. Ҫавнашкал мӑшкӑлласа кулнисенчен унӑн нумай асапланмалла пулнӑ-ши? — Ҫавна пӗлес килет манӑн. Ку подвала пысӑк магазинсен хуҫисем петлюровецсем киличченех темӗн чухлӗ тавар пытарса хунӑ, тет. Карап ҫинчи пур япаласем те ӑна ҫилентереҫҫӗ. Аолсен тискер йӑхӗсем — сунарҫӑсем тата улӑпла катмар эрешмен ҫиекенсем — экваторти вӑрмансемпе шурлӑхсенче тӗпленнӗ. Малалла питех те хуллен калаҫма пуҫларӗҫ вӗсем, эпӗ нимӗн те илтсе юлаймарӑм. Тавралла пӑхса илсен тин асӑрхарӗ вӑл: йӗри-тавра, тӗмескесем хушшинче, шур ҫырли аврисемпе ылтӑн тӗслӗ упа саррисем ӑшӗнче тата вилесем выртаҫҫӗ иккен. Темле халиччен пулман ӗҫ сиксе тухнӑ пулмалла, ҫавӑн пирки ӗнтӗ Половцевӑн ирӗксӗрех Гремячий Лог хуторӗнчен икӗ эрнелӗхе тухса кайма тивет имӗш. Ҫук, Гек, эсӗ пирӗн хыҫҫӑн ан пыр, эпир хамӑрах тупатпӑр, — терӗ. Анчах та кунта пӗр ҫитменлӗх пур: ҫамрӑк господинсем вӗсем хӑйсене ытлашши ӑсла хума хӑтланаҫҫӗ. — Эпир робинзонсем пулнӑ пулсан, ку вырӑнта чылай пурӑнма хатӗрленнӗ пулсан, ку хӑвӑла чӑн та сан ятна панӑ пулӑттӑмӑр. Эпир санпа иксӗмӗр нумай-нумай лайӑх кӗнеке вулӑпӑр, ырӑ та ӑслӑ ҫынсемпе паллашӑпӑр, эпир санпа пӗтӗм аслӑ тӗнчене курӑпӑр, Олеся… — Эпӗ халь, хама Петербурга ярас пулсан, ҫуран тухса утма хатӗр. Тӳрех каласан, эпӗ вӑл ыйтнине хирӗҫ нимӗн те тавӑрса калама пултарайман. Мӗн каларӗ вара? Вӑл чӗмсӗр ҫеҫ пулни нимех те марччӗ-ха, анчах вӑл тата тем пек пыран пулса кайрӗ, унпа ним тума аптраса ҫитрӗм. Сӑмах та ан чӗн — хӗрсе каять. Ривэра, чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса урай ҫӑваканскер, пуҫне ҫӗкленӗ, унӑн ҫара аллисем тӑрӑх хура супӑнь шывӗсем юхнӑ. Чӗлхӳне ҫухатмарӑн пуль вӗт?.. Ҫапла ҫур сехет иртичченех сунарҫӑсем ҫителӗклӗ апат хатӗрлесе ҫитерчӗҫ, хӑйсем пӗрре те ывӑнмарӗҫ. Пур хӑмисем ҫине те ӗлӗк: «Ҫак ҫынна ӗмӗр асӑнатпӑр», — тесе ҫырнӑ пулнӑ, анчах нумайӑшӗ ҫинче саспаллисем ҫухалса петнӗ, ҫавӑнпа ҫутӑ чухне те вӗсене вулама май килмен. Кӗтесре, хӗскӗч патӗнче, шурӑ ҫӳҫӗсене ансӑр чӗнпе ҫыхса хунӑ пӗчӗкҫеҫ старик тӑрмашатчӗ. Шӑл сӑмсуна! — Ҫул кӑтартакансем кирлех те мар, — терӗ Паганель. Амӑшӗ ун хыҫҫӑн утса пырать; сасартӑк вӑл шуҫса таҫталла, тӗпсӗр тарӑн ҫӗрелле, анса каять, ҫав тарӑн вырӑн ӑна хирӗҫ темле ӳлесе тӑрать пек. Унтӑн вӑл булавкӑпа пӳрнине шӑтарчӗ те хучӗ ҫине «П. С.» Светски ҫынсен хушшинче хут пӗлекенсем питӗ сахал пулнӑ. Вӑй пур чухне вӑл стройран тухман. Валлиец пӳрчӗ тӗлне ҫитсен, вӗсем канма тӑчӗҫ. Вӑл ӗнтӗ ни хӑйӗн кинжалне, ни пистолетне те туртса кӑларма пултарайман. Ҫав лагерь вара пӗтӗмпех, ҫар станне мар, канма чарӑннӑ каравана аса илтерекенскер, лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ. Ну, кай-ха эрех илме, арманне хуралламашкӑн эпир хамӑр юлӑпӑр. — Ах, турӑ ҫырлахах! — Хыпса ӳкрӗ карчӑк. Варя Трофимова ҫинчен те пӗлтӗм, «пурте Катя шухӑшланӑ пек пулсан, вӗсемшӗн иккӗшиннӗн те телей ҫине телей пулать» тесе калать, тет. Карл Иваныч пӳлӗме кӗрсенех, Марья Ивановна ун ҫине пӑхса илчӗ те куҫне хӑвӑрт айккинелле пӑрчӗ, вара унӑн пичӗ ҫинче: эпӗ сире асӑрхамастӑп, Карл Иваныч, тенине курма пулчӗ. — Тӗрӗсне те тӗрӗс! Хӑйпе пӗрле вӑл кивӗ утиял илнӗ тата алли урлӑ ут хӳринчен явнӑ вӗрен, пӗр улт-ҫич ярд тӑршшӗскер, ҫакса янӑ. Пӳрт патне аран-аран ҫитрӗмӗр. Стручков «юнкерсӑн» витӗр курӑнакан колпакӗ айӗнче ларакан башеннӑй стрелокӑн куҫӗсене уҫӑмлӑнах курнӑ, лешӗ Стручков самолечӗн ҫунатти кӑшт та пулин «мертвая зонӑран» тухасса кӗтсе, сӑнаса пынӑ. Пукансем кӗмсӗртетме, делегатсем хыттӑн калаҫма пуҫларӗҫ, ҫамрӑксен кулли янӑраса кайрӗ. Артур хӑй янӑ ҫыру ҫине ответ илес вырӑнне ҫул ҫине каймалӑх укҫа тата каникул вӑхӑтне мӗнле кӑмӑла каять, ҫавӑн пек ирттер, тесе сиввӗн калакан хыпар илнӗ. Эсӗ парти шухӑшӗпе ӑнланӑвӗсенче купӑста яшкине кӗрсе ӳкнӗ таракан пек ишетӗн, санпа мӗн усӑсӑр сӑмах ваклатӑп-ха эпӗ, килӗре шыв тӗветӗп? Алексей ҫавӑнтах хӑйне алла илсе, тӑруках темле пусӑрӑнса ларчӗ. Ну, ответлӗр ӗнтӗ, ахалӗн эпӗ перетӗп. — Лайӑх енчен, лайӑх енчен, тӑванӑм, Аркадий Николаевич! Шӑрпӑк ҫути каллех темиҫе самантлӑха Хопровӑн сӑн-питне, унӑн ҫурма уҫӑлнӑ куҫӗсене ҫутатрӗ. Тем тесен те ӑна орденах пулӑшрӗ пулмалла. Ку пире тӗлӗнтерчӗ. Ҫаксем пурте часах паллӑ пулчӗҫ. — Чӳречесене картлӑр, чӳрече хупписем хушшинчи шӑтӑксенчен ҫутӑ ан курӑнтӑр. — Тӗрӗс, — терӗ старик Морган. Ҫав ыйту ирӗксӗрех Луиза ҫӑварӗнчен тухса кайрӗ. Пӳлӗмре шӑпах; вӑл тикӗссӗн сывлани тата сунарҫӑллӑ сехет ҫапни кӑна илтӗнет. Хаяр сӑн-сӑпатлӑ юнкер французсене иккӗлентерсе тӑчӗ. Юрататӑп ӑна. Ун пек пулать-и вара? — Аван, аван. Халӗ эпӗ кайма пултаратӑп-и? — терӗм. Том! Мӗн пулнӑ сана? Хӑҫан та пулин ҫӗр ҫинче пӗр пӗччен ҫын пулнӑ пулсан, вӑл мӗнпур этем ҫулӗсенчен таҫта аякра тӑракан ҫак утрав ҫинче кӑна пулма пултарнӑ. — Мӗн, ҫӗрлечченех выртмалла-шим кунта? «Эсир-и ку?» — терӗ вӑл пӗтӗмӗшпех хӗрелсе кайса: — «аппа патне кайӑпӑр, вӑл кунта садрах: сире курма уншӑн питӗ хавас пулать». Хӑй пирки те вӑл ҫаплах… чӑнах, чӑнах. — Нимех те мар, Ривэра, — тесе тӑснӑ Робертс, — вӑл сире вӗлерме пултараймасть, ҫакна астӑвӑр. — Кайӑр кунтан, — терӗ вӑл аран илтӗнмелле. Ҫийӗнчех темиҫе сасӑ тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ. Общежити уҫҫисем санра-и, Леночка? Алӑк хыҫӗнче часовой ури сасси илтӗнчӗ те унӑн пӑшал приклачӗ алӑк янаххи ҫумне тӗренчӗ. Пӗр хушӑ Айртон шухӑша кайса тӑчӗ. Юлашкинчен, калаҫма пуҫларӗ. — Сэр, — терӗ вӑл, — йӗрки ҫавӑн пек, мӗнле те пулсан кирлӗ ӗҫпе договор е килӗшӳ тунӑ чухне яланах свидетельсем чӗнеҫҫӗ. Апатланнӑ хыҫҫӑн часах княгиня сывпуллашма пуҫларӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫав тери шӑрӑх, уйрӑммӑнах Эквадорӑн тинӗс хӗрринчи пайӗнче, тата пурнӑҫ условийӗсем те нумай чухне йывӑр. Анчах ҫутҫанталӑк калама та ҫук илемлӗ. Вӑл темӗнле ӑнланма йывӑр ҫын. Халӗ кӑшт пӑрӑнӑр-ха ӗнтӗ, атьӑр пьесӑна итлесе пӑхар. Вӑлта вырӑнне лиана ҫумӗнче йӗп пурри вӗсене темиҫе хутчен те ку ҫӗршывра тӗтӗмлесе сутакан, пит тутлӑ вӗтӗ санджику пулла, чылаях тутлӑ хура узаксене, пысӑк пуҫлӑ, шӑлӗ вырӑнне хытӑ шӑртлӑ «монндессене», селедка йышши, юхакан шыва юратакан пӗчӗк «дагалсене» — вӗсем Темза ҫинче тытакан шывҫи пулла аса илтереҫҫӗ — тытма пулӑшрӗ. Вӑл, паллах, мана кӳрентерчӗ, анчах вулас килни тата тӗрекленсерех карӗ. — Ачи вӑл пирӗн ашкӑнчӑк мар, лӑпкӑскер… Шӑппӑнраххӑн янӑрать халь юрӑ: Васкасам, юратӑвӑм ман,Ту качаки пек пулсам,Е бальзамлӑ тусем ҫинчиҪамрӑк пӑланла чупсам. Унӑн куҫӗсем хупӑ. Уэлдон миссиспа Дик Сэнд ку кайӑксем ҫынсенчен хӑраманнине асӑрхарӗҫ. — Мӗнле ҫамрӑк ҫын? Инҫе ҫулсем Машина ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ те темиҫе минутранах эпир ҫумӑрпа тӗтре хушшине кӗтӗмӗр, ҫӗр ҫинче чухне вӗсем пире кансӗрлеместчӗҫ-ха, ҫӳлте вара ӑна шута илмеллех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗҫнӗ чух пирӗн: а) задача пурччӗ тата б) ҫав задачӑна тума кансӗрлекенни пурччӗ. — Чун шӑнмасть-им? — Мӗнле тивӗҫлӗхе хирӗҫ ярса пусрӑм эпӗ, мӗн умӗнче ҫылӑха кӗтӗм эпӗ? Вӑл кӳмерен тухса, ват ҫын уттипе пусма тӑрӑх йывӑррӑн утса хӑпарсан Джемма ҫаврӑнчӗ те кӗпер еннелле майӗпен утса кайрӗ. — Да, эсир, господа, пире чӑрмантармасан, кӑҫал эпир ҫӗнтернӗ пулӑттӑмӑр, — терӗ сасартӑк Широкогоров, вӗчӗрхеннӗ чухнехи пек кулса. Оленин ун умӗпе иртсе пынӑ чухне Белецкин: «кӗрӗр» тенӗ сассине илтрӗ те кӗчӗ. Мӗнле ҫиллеслӗ тӑвӑл хускалма пултарать иккен этем ҫиллинчен! Кунта та лайӑх мар уншӑн, маншӑн — лайӑх! Алексее кунта илсе килесчӗ, Воропаева! Хӑй те вӑл йӑлтах кӗп-кӗрен, чип-чипер, сӗтеклӗ, ҫавӑнпа Ромашова та минутлӑха хаваслӑ пулса кайрӗ. Ҫулпуҫ масарӗн хӳмине хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ. Туфта, ним тума аптӑранипе, президиума зал ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. — Темле кулсан та: ҫамрӑксем — барометр, тесе тепӗр хут калатӑп эпӗ. Хӑраса ӳкнӗскер, хӑй ҫавӑнтах тухса тарнӑ, ун хыҫӗнчен арӑмӗ хӑрушшӑн ҫухӑрса юлнӑ: — И-и-у-у… Кусем, Петр Ильич, монахиньӑсем вӗт, мӗн тетӗн эсӗ? 1942-мӗш ҫулхи август пӗтес умӗн эпир тепӗр капитанпа иксӗмӗр виҫҫӗмӗш транспорт путартӑмӑр. Кӗрхи ӑшӑ хӗвел ҫӗр питне ачашласа йӑпатать, ирӗлнӗ юр тумламӗсем курӑк ҫинче вутӑн-хӗмӗн йӑлкӑшаҫҫӗ. Ача чухне те, ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнче те, каярахпа ҫитӗнерех ҫитсен те эпӗ хамӑн суяс йӑла пуррине асӑрхаман, эпӗ ҫав тери тӳрӗ те уҫӑ кӑмӑллӑччӗ; анчах яшлӑхӑн ҫав малтанхи тапхӑрӗнче тепӗр чух куҫа курӑнман сӑлтавсӑрах ҫав тери теветкелленсе суяс килсе каятчӗ, эпӗ шап та лӑп «теветкелленсе» тесе калатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ суйнине ҫӑмӑллӑнах тытма май паракан япаласем пирки суяттӑм. Ни курайманлӑх, ни кӗвӗҫӳ, ни ӑмсану хускатмасть вӑл никамра та… Ҫав самантра кӑмӑлӑм мана хытах ун еннелле туртрӗ. Мӗншӗн ман пӗччен пулмалла мар-ха? Мана виҫ тенкӗ йӑпататчӗ ҫав… Карапа пырса ҫапнӑ хӑватлӑ тӑвӑл ҫилӗ самантрах парӑса татса илчӗ те вӗҫтерсе кайрӗ. — Шел, — терӗ Ситанов килӗшсе. Эсӗ вара — еркӗн, ашшӗ — пушӑ мӗлке евӗр, аллусене ҫӑлтӑртан ҫӑлтӑр патне сарса тӑраканскер. Косточкин скульптор ун патӗнче пулкаланӑ та, анчах ҫав скульптор выҫӑпа вилнӗ, Петя вара, сас-хура ҫӳренӗ тарӑх, каллех фронта кайнӑ. Анчах укҫа татах, татах кирлӗ пулнӑ. — Ӑҫталла кайма тухнӑ эсӗ? Унӑн йытти, магазин алӑкӗнчен кӗме ӗлкӗреймесӗр, урама тӑрса юлчӗ. Алеша, ан кайсам. Шӑпа ылханӗ ҫиттӗрех ҫав мана — хама ырӑ тӑвакан ҫынна инкек кӑтартатӑп. Ҫитменнине тата, юлташ, эсир камне те пӗлместӗп. Тӗрӗссипе каласан, Бастьен Матрӑна шута та илмест вӑл, уншӑн пулсан, Матра мар, 64-мӗш номерлӗ полицейски кӑна кирлӗ. Амӑшӗ вӗсене тӗлӗнмесӗр, хӑрамасӑр кӗтсе илчӗ. Александра Ивановна хӑй ҫутрӗ те сӗтел умне пырса ларчӗ. Воропаев пурнӑҫӗнче мӗн пулса иртни ҫинчен татӑклӑнах пӗлес тесе, вӑл Журина патне халех ҫыру ҫырса яма шутларӗ. Иккӗшӗ те килтех-и? Эхер эпӗ ӑна, хамӑн юратнӑ ывӑла, тепре курас пулсан, эпӗ лӑпкӑн вилӗттӗм; анчах турӑ апла тутарасшӑн мар!» — вӑл йӗрсе ячӗ. Акӑ, халь аса илетӗп те эпӗ ҫав лашана, тӗлӗнетӗп, тикӗт пек йӑм-хураччӗ, урисем — хӗлӗх пек, куҫӗ вара Бэла куҫӗнчен пӗртте кая мар; вӑйӗ мӗнлеччӗ тата ун! Никама та хӗрхенмелле мар!» тенӗ пароле каласа тухсан, эсӗ ху та, королӗн католикла ҫарне тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, унта юлатӑн. — Итлӗҫ-и вара вӗсем сана? — Лар та шӑп пул… Технорук — пичӗ ҫинче икӗ тарӑн хутламлӑ типшӗм те вӑрӑм старик — Валериан Никодимович Патошкин тата майлаштарсах ҫитереймен сӑн-сӑпатлӑ, пысӑк, тачка сӑмсаллӑ, тӑлпан техник Вакуленко станци начальникӗн хваттерне вырӑнаҫрӗҫ. Тӗслӗхрен, акӑ, Нагульнов, вӑтам хресченсене раскулачить тума тата ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза хӑваласа кӗртме кӑна мар, вӑл килти кайӑк-кӗшӗксемпе пӗтӗм вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхе, сӗт паракан выльӑхсене пӗрлештерме те ӑс ҫитернӗ, ятарласа решени йышӑннӑ. Вӑл пуҫтарӑнма, хӑйӗн шаписене, хурт-кӑпшанкисене, кӑйӑкӗсене ирӗке кӑларса яма та ӗлкӗрнӗ. Тикӗссӗн сулкаланать ылттӑн парча витнӗ тупӑк сакӑр юлташӗн алли ҫинче. — Ку вӑл, тӑванӑмҫӑм, — нумай пӗлтерӗшлӗ пӑшӑлтатупа тавӑрчӗ Клодт, — ҫыртмаллийӗ ҫавнашкал ку вӑл пирӗн. Ҫак кӗрешӳ миҫе ҫекунд тӑсӑлнине пӗлейместӗп эпӗ анчах та вӑл маншӑн ҫав тери вӑраха тӑсӑлнӑ пек туйӑнчӗ. Хӳме урлӑ сиксе каҫ та, таратпӑр. — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр эсир? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Анчах хирӗҫ йытӑ сасси илтӗнмерӗ. — Ну? — ыйтрӗ хохол. Хӑшӗ-пӗри ӑна ҫапла калакалаҫҫӗ пулин те, ку тӗрӗс мар, ӑна килӗштермен пирки ҫеҫ калаҫҫӗ. Вырсарникун, июнӗн 14-мӗшӗ. Манӑн питӗ пӗлес килет, Мельбурнри вӑтам шкулта географине мӗнле вӗрентеҫҫӗ? Тата вӑрлӑх фончӗпе мӗн пулса тухнӑ-ха санӑн? Айтуруй, мӗн чул асап курмастӑп пулӗ эпӗ унпа — шутласа та кӑларас ҫук! Вӑл, чӗркуҫҫисем ҫине чавсаланса, янахане аллисем ҫине хурса, нумайччен шухӑшласа ларчӗ. — Партире тӑмастӑн пулсан, — апла кӗменех ӗнтӗ. Шалый, ӗхлетсе илсе, хул пуҫҫине кантӑк янаххи ҫумӗнчен илчӗ, хутор ҫыннисем ӑна пурте ҫул пачӗҫ, вӑл вара президиум сӗтелӗ патнелле васкамасӑр, калаҫса утса пычӗ: — Хальччен кӗменччӗ — ку тӗрӗс, анчах халӗ кӗретӗп. Мӗн кирлӗ пулнӑ ӑна татах Ливорнӑра? («Morir si qiovane» янӑрарӗ унӑн чӗринче)… Вӗсем, тытамаклӑн ыталашса илсе, хыттӑн чуптунӑ, унтан каллех пӗр-пӗринчен чакса тӑнӑ. Тата Хопров ҫинчен ыйтрӗ: активист пулнӑ-и вӑл е ҫук? — тет. Трактир тӗлне ҫитсен, Марья Николаевна тарҫине чӗнсе илчӗ те ӑна хӑй мӗн хушас тенине пӗлтерчӗ. Эх, мӗн каласси пур унта! Епле ташлать вӑл, епле юрлать! Часах вӑл транспорт ҫинчи чрезвычайлӑ комисси управленинче ӗҫлекен, ӗлӗкрех Павелӑн начальникӗ пулнӑ Бурмейстер умне пырса тӑчӗ. — Эпӗ мӗн тӑвасшӑн-и, — терӗ те тепӗр хут Одинцова, тарӑннӑн сывласа илчӗ. Хӗвелтухӑҫӗнче пӗлӗт шуралма пуҫларӗ. Рио-Гранде хӗррине тавӑрӑнсанах, эпӗ ӑна пӑрахатӑп. Акӑ мӗнле. Софья мӑнкӑмӑллӑнрах:— Пире тав тунӑ ӗнтӗ! — терӗ. Хӑҫан та пулин кӑмӑлсӑр пулнӑ-и манпа? Кичем пулман-и сана манпалан? — Нихӑҫан та, Олеся! Вара аваллӑх ҫинчен калакан ҫак юррӑн тӑсӑккӑнрах илтӗнекен сыпӑкӗ хумхана-хумхана янӑраса каять те сывлӑшра ҫухалать, вара, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен ҫын мӗлкисене каҫ сӗмлӗхӗнчен чӗнме ӗмӗтленсе, кӗҫех тепӗр хут янӑраса каяссӑнах туйӑнать. — Тӗттӗмлене пуҫларӗ! — тет капитанӗ. — Ну, пурӑнтӑрах тата. Ӑслансассӑн — хӑй ухмах пулнине ӑнланӗ. Ҫакӑн пек сӑмахсемшӗн эпӗ сана ыталаса илме хатӗр тенӗ ӑна судья, куҫӗсене шывлантарсах, арӑмӗ те унӑн йӗрсе янӑ. Атте вара: «Эпӗ мӗнле ҫын иккенне хальччен никам та ӑнланман», — тенӗ. — Ун вырӑнне эсӗ вӗсене пӗрремӗш бригадӑран пӗр-икӗ плугне илсе парсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Кӗрешекен халӑхӑн генийӗ ҫуратнӑ ҫӗнӗ техника сывлӑшри ҫапӑҫӑва ҫав тери кӑткӑслантарнӑ, лётчикшӗн халӗ хӑйӗн машинне пӗлни кӑна, хӑюллӑ пулни кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унӑн халӗ ҫапӑҫу хирӗ ҫинче мӗн тумаллине хӑвӑрт чухласа илмелле, сывлӑшри ҫапӑҫӑва хӑй шут тунипех, команда парасса кӗтсе тӑмасӑрах пайӑн-пайӑн татма пӗлмелле пулнӑ. Пит те илемлӗ-ҫке кунта. Тата тепӗр ӗҫ пур, ӑна, мансӑр пуҫне, никам та пӗлмест; кунта эпӗ пӗр негра чуралӑхран вӑрласа тухасшӑн, вӑл Джим ятлӑ — ватӑ Уотсон мисӑн негрӗ вӑл. Ҫак хӑрушӑ вӑхӑтра — вилес умӗн, ҫавӑн пек туйӑннӑ ӑна, — хӑй пӗччен кӑна тӑрса юлнине туйса илни унӑн чӗрине ҫав тери йывӑр та сивӗ чул пек пусӑрӑнтарчӗ. Петр Артамонов, хӑйне хӑлхинчен турткаласа, ӗҫсем мӗнле пынине пӑхса ҫӳрет. Ромаҫ тӗтӗм ӑшнелле кӗрсе кайрӗ, темскер, кӗмсӗртеттерчӗ, хыттӑн ятлаҫса илчӗ те — кӑшкӑрчӗ: — Чарӑн! «Сакнуссем сӑмсахӗнчен» пуҫласа тинӗс шывӗ пире темиҫе ҫӗр километра тӳрех ҫӳрҫӗрелле юхтарса кайрӗ. Гек чирлени ҫинчен илтсенех, Том эрнекунах ӑна курма тесе кайрӗ. Анчах ӑна чирлекен патне вӑл кунне те, шӑматкун та, вырсарникун та кӗртмерӗҫ. — Килӗшетӗп, — терӗ Паганель. Астӑватӑр-и, эпӗ сире манпа нимӗн пытармасӑр калаҫма ыйтнӑччӗ? Ӗнер эпир ӑна, вӑл пӳсӗрпе аптранине кура, пӑтӑ пӗҫерекенни туса та пӑхрӑмӑр ӗнтӗ, анчах вӑл унта та юрӑхсӑр, шуйттан! — Пӗр хыпар та, — хуравларӗ капитан. — Мӗн ҫырмалли унта, ырӑ ҫыннӑм! Вӑл халь чул хушӑкӗнчи калта пек курӑнчӗ. — Ну,юрӗ, шӳт туса ҫитрӗ. Хутран-ситрен ҫырма леш енчен тупӑ пенин аякри шавӗ илтӗнет. Анчах станица ҫийӗнче — пӗрле хутӑшса кайнӑ тӗрлӗ тӗслӗ хаваслӑ сасӑ, уяв сасси янӑраса тӑрать. — Эпӗ, — терӗ хирӗҫ Падди О'Мур патӗнче ӗҫлекенсенчен пӗри, сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче лараканскер. Ҫаксем пурте Фомана ютшӑнтарнӑ. — Ҫакна кам хирӗҫ пулнине аса ил-ха. — Мар. Вӑл Африка континенчӗн хӗвеланӑҫ енче, тӗнчере тӑршшӗпе — икӗ пин те тӑхӑрҫӗр миля — виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. — Ҫак тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ ятлӑ: Луалаба, Заир е Конго текен шыв пысӑк кӳлӗ таврашӗнчи вырӑнсене Атлантика океанӗпе ҫыхӑнтарать. И ту положены рядом певец и рыцарь, коим по честным конце незаводная и вечная слава во веки аминь…» Мими кукамая калани, «пӗрре» паллӑ тата ҫӑраҫҫи! Ҫаксенчен кӗҫӗнтереххи сиксе тӑрать те, аллисене сарса, ун ҫулне пӳлсе хурать. — Мӗн тата, йӑлтах ывӑнса ҫитрӗм! Лаша та чарӑнса тӑрать пулӗ. — Унтах ҫитеймӗ. — Кам та пулин килет-и тата? — ыйтрӗ тӗлӗнсе такам пӗри. — Питӗ лайӑх! — ответлерӗ Аркадий. Вӑрман уҫӑмлӑнах курӑнать, ун патне ҫитесси пӗр ҫичӗ километр юлнӑ, вӑрманӗ ҫийӗпе тата виҫ-тӑватӑ километр вӗҫмелле. Эпӗ выльӑхла иртӗхнӗ, хам ҫавӑн пек выльӑхла нумай иртӗхме пултарнишӗн вӑтанма мар, мухтаннӑ, ҫав вӑхӑтрах арӑмӑн пурнӑҫри шухӑш-туйӑмӗ ҫинчен ҫеҫ мар, унӑн ӳт пурнӑҫӗ ҫинчен те нимӗн чухлӗ те шухӑшламан. Пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗлменшӗн хӑйӗн работникӗсене Воропаев питӗ юратмасть, пулса иртекен ӗҫсене вӑл сӗтел хушшинче кӗтсе ларма мар, яланах вӗсене хирӗҫ кайма хушать. Пӗр вӑхӑт хушши вӗсем манӑн ҫири кивелнӗ те тӑрлавсӑр тумтир ҫине, кролик тирӗсенчен ҫӗленӗ сӑхман ҫине, йывӑҫ тӗплӗ пушмаксемпе тир чӑлхасем ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗҫ. Негорӑна илес пулсан, ун тӗлӗнмелле лӑпкӑлӑхӗ хӑех ӑна никам пулӑшӑвӗ те кирлӗ марри ҫинчен каларӗ. Вара кошевой ҫӗлӗкне хыврӗ, хӑйӗнчен канаш ыйтса чыс тунӑшӑн мӗнпур козаксене начальник пек мар, юлташ пек тав турӗ. — Эпӗ ку юррӑн кашни сӑмахне ас туса юлтӑм: Вӗҫ-хӗррисӗр ирӗкре — Симӗс тинӗс тӑрӑх, Карапсем ҫӳреҫҫӗ-ҫке —Шурӑ парӑслӑскерсем. Ответ пулмарӗ. Мӗнне хапсӑнчӗ-ши? — Факел! Садра персе янӑ пӑшал сасси квартала ҫавӑрса илнӗ ҫынсене электричество токӗ пек чӗтретсе ячӗ. Пӑхӑр, анчах ҫуралнӑ ачана икӗ арӑмҫӑллӑ краскӑпа сӗртӗм, халӗ эпӗ ӑна хӑй ҫар ҫынни пуличчен, урӑх ята илме тивӗҫлӗ пуличчен, ҫӳреме ят паратӑп. Любочка пичӗ тӑруках тӗксӗмленчӗ, вӑл шухӑша кайрӗ. — Ҫуран яратӑп-и сана эпӗ? Осадчий халӗ ҫеҫ ӗмӗр асӑнмалӑх ӗхӗрсе кӑтартрӗ те, кӗленчесем тӑр-тӑр анчах тӑрӑлтатрӗҫ. Кайнӑ чух кукамайӗ ҫиленнӗ сасӑпа:— Тактика пулмалла — ҫынпа пурӑнмалла, — тесе хӑварчӗ. Зурин Атӑл урлӑ каҫма приказ илчӗ. Ҫӗр хута шухӑшласа выртнӑ хыҫҫӑн ирхине тата вуникӗ вӑтам хресчен заявлени пачӗ, вӗсем те выльӑх-чӗрлӗхӗсене хӑваласа пычӗҫ. Ахаль фактранах интереслӗ истори тума мана ӑс пит нумаях кирлӗ марччӗ, ҫав историн никӗсӗнче яланах «куҫа курӑнман ҫип» тӑсӑлса пыратчӗ. Тата тепӗр секунда иртрӗ — ҫак секунда хушшинче ун асӗнче темӗн чухлӗ сисӗм-туйӑм, шухӑш, шанчӑк, темӗн чухлӗ асаилӳ вӗлтлетсе иртрӗ. — Санӑн ачусем — аван, вӗсем пирӗн ҫинчен пӗлсен те хӑрушӑ мар, анчах та, акӑ, хула пӗлсен… — Мӗн эс салху? — ачашшӑн ыйтнӑ ашшӗ. Икӗ ҫын тейӗн унра: пӗри — типӗ, эгоистла ӑспа, тепри — ачаш та хӗрӳ чӗрепе. — Тӗрӗссипе каласан, мӗн ҫинчен? Чи йӑлӑхтараканни Гочкис карчӑк, унӑн чарусӑр чӗлхи паврать те паврать. Унта никам та ҫук-ҫке унӑн — тӑвансем те, паллакансем те. Ольга уншӑн питӗ ют пулнӑ. Петр ӑна ӑнланса ҫитеймен, ҫапах та Ольга уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, ҫавӑншӑн Петр ӑна кӑмӑлланӑ, анчах, ҫавӑнпа пӗрлех, вӑл унран шикленнӗ, унӑн уҫӑ кӑмӑлӗ темле чеелӗхе пытарса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Таврипех шӑлчӗ, калама ҫук шӑпчӗ, вӑрӑм туна ӑҫтан вӗҫсе иртнине те вӑл нӑйӑлтатнӑ сасӑпах сӑнама пулатчӗ. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен ҫӳрерӗ, анчах ним усси те пулмарӗ. Елена вӑл юлашки кунсенче чӑнах та хуп-хура хуралса кайнине асӑрхаса илчӗ: — Эпӗ кунта Андрей Петровичпа килесшӗнччӗ, анчах вӑл темӗн аппаланкаласа юлчӗ, эпӗ вара унсӑрах килтӗм. Пӗр тенке хӗрӗх пин иккен те, — эппин ҫӗр тенкӗ пулать… Анчах пирӗн Мускав патӗнчи ҫарсен пурин те пӗр ӗмӗт-шухӑшчӗ — тӑшмана тытса чарас, пӗр вырӑнта хытӑ тӗрекленсе ларас, оборона валли ҫирӗп лини тӑвас ӗмӗт-шухӑшчӗ. Ҫав кун эпӗ сунара яланхинчен пӗр тӑватӑ сехет каярах юлса тухса кайрӑм, вара тепӗр виҫӗ кунне Хорь патӗнче пурӑнса ирттертӗм. Час-часах иксӗмӗр курнӑҫаттӑмӑр та пурнӑҫра пулман япаласем ҫинчен иксӗмӗр пӗрне-пӗри минретнине асӑрхичченех питӗ хӗрсе калаҫаттӑмӑр. Алӑк витӗр тухма вӑл хӑранӑ. Сирӗн пуҫ тӑрринче тунката кайӑкӗн янкама сасси татах тепӗр хут янӑраса кайрӗ; таҫта аякра шуркут хурлӑхлӑн кӑшкӑрса илчӗ, шӑпчӑк малтанхи хут юрласа ячӗ. Тӑмана та пӑхмастӑп — каятӑп. Асту! Тӗксӗм кун тӑрать, йӗри-тавра йывӑҫ-курӑк ешӗрет; кайӑксем пӗр-пӗринпе ытлашши килӗштермесӗр чӗвӗлтетеҫҫӗ. — Спасибо, Джордж, — терӗ ӑна хирӗҫ Сильвер. Ав ҫав обозпа ҫӳрекен пӗчӗк салтак ҫине пӑхӑр, халь акӑ вӑл виҫӗ тур лаша ҫавӑтнӑ та шӑварма илсе каять, хӑй, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр, темӗскер мӑкӑртатса юрласа пырать, паллах ӗнтӗ, вӑл ҫак темӗн те пӗр тӗрлӗ халӑх хушшинче ҫухалса каяс ҫук, уншӑн пулсан ку халӑх ҫукпа пӗрех, анчах вӑл хӑйӗн ӗҫне, кирек мӗнле ӗҫ пулсан та — лаша шӑвармалла-и, тупӑ сӗтӗрмелле-и унӑн — пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр, пӑлханмасӑр туса пырать, ку ӗҫсене вӑл Севастопольре мар, Тулӑра е Саранскра тӑвать тейӗн. — Тӑхта-ха, идейӑллӑ пакӑлти! Ҫаксем пурте Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ аталанса кайнӑ вӑхӑта аса илтереҫҫӗ. — Ярославле. Пичче каллех шухӑша кайса манӑн ӑнсӑртран вӗҫерӗннӗ сӑмахсем ҫинчен манса та кайрӗ. Елена кӑштах вӑтанчӗ, анчах Инсарова яланах тӗрӗссине каламаллине ҫийӗнчех чухласа илчӗ. Унӑн савӑнӑҫ сасси нихӑҫан та хальхи пек янтравлӑ пулманччӗ. Шел ӗнтӗ, — терӗ Морис татах, пӑч-пӑч чӑпар мустангпа хӑй лашине тинкерсе пӑхса илсе, — паянхи кун вӗсен ытла та нумай ҫӳреме тиврӗ, ҫавӑнпа вӗсем иккӗшӗ те пит ывӑннӑ. Эпӗ кашни кун тенӗ пекех шкула ҫӳретӗп, сӑмахсене ҫыпӑҫтарма, кӑштах вулама, ҫырма вӗрентӗм, хутламалли таблицӑна ултӑ хут ҫиччӗ вӑтӑр пиллӗк пулать тени таран асра тытатӑп, малаллине вӗренме ҫӗр ҫул тӑрмашсан та хал ҫитерессӗн туйӑнмасть. Иккӗмӗш бригада колхоз ҫӗрӗн инҫетри участокӗсенчен пӗринче ҫуллахи ҫӗртме тунӑ. Юри сыхласа тӑнӑ чухнехи пекех, таҫтан калама ҫук пысӑк йытӑсем пиллӗк-улттӑ таранах сиксе тухрӗҫ те, хаяррӑн вӗрсе, кӳмене хирӗҫ ыткӑнчӗҫ. — Мӗнле ӗҫсем пулмалла манӑн Анна Сергеевнӑпа? — Ку етре-ҫке, анне — терӗ вӑл, — ку пӗртте хӑрушӑ мар. — Чарӑн! — терӗ Челкаш пӑшӑлтатса. Монтанелли колонна патӗнче чарӑнса, ним хускалмасӑр, сехри хӑпнипе куҫӗсене чарса, таҫталла пӑхса тӑчӗ. «Ил, — тетӗп ӑна, — ил, ырӑ ҫыншӑн тислӗк те шел мар. Вӑл урӑх сӑмах вакласшӑн пулманни куҫкӗретех, ҫавӑнпа Дик ӑна тытса чарма пултараймарӗ. Пӗр самантра пур асапран та хӑтӑлни аванрах мар-ши? Анчах кӗтмен ҫӗртен ҫапла чарӑнса тӑма тивни пассажирсене ывӑнтарма пултарать. Икӗ ҫул иртнӗ тӗле вӑл пуринчен те лайӑх, пуринчен нумай тавар кӑларать, хӑшпӗр пултарайсах кайман юлташӗсенчен икӗ хут ирттерсе ӗҫлекен пулать. — Мӗнле «ӑҫтан» тата? Ирхине ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Гурий пӑлханса кайса хӑйӗн хура ҫӳҫӗсене арпаштарса ячӗ те: — Акӑ мӗн, Максимыч, вӑтӑр ҫичӗ шуйттан, чуп, тӑванӑм, часрах… — терӗ мана. Вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Кунта тата акӑ мӗн куҫ умне тухса тӑрать: вӑл ҫакнашкал йывӑр тертленсе туяннӑ лашан икӗ куҫӗ те сӗм суккӑрах иккен. Ну, калӑпӑр, ҫӗр выртмалли ҫурт хуҫи ҫинчен, мана чей ӗҫтерекенни ҫинчен», — терӗм. Денни патне малтанхи шанчӑк тавӑрӑннӑ. Вӑл хӑйне хӑй шанса каллех ҫапӑҫма тухни Ривэрӑна хӑратса пӑрахнӑ. Темӗнле ултав хатӗрленнӗ. Денни хӑвӑрт малалла тухнӑ. — Акӑ мӗнле ӗҫ, — терӗ Сильвер. — Пирӗн Анд тӑвӗсем урлӑ каҫмалла пулать-и? — хӑвӑрттӑн ыйтрӗ Дик Сэнд. Каясчӗ унӑн вӑрманалла, пушӑ хирелле… — Ҫапӑҫмастӑп та. Вӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ-ши тесе тавҫӑрса пӗлме тӑрӑшрӑм… — Сутса янӑ? — тетӗп те макӑрма пуҫлатӑп. — Эпӗ кунта, мистер Вудли! Тӗрӗссипе, калаҫса тӑрать-и вӑл манпа! Ку — унӑн нерв системи пӑсӑлнӑ пирки ҫапла пулать» — тесе ҫырнине вуларӗ. — Ҫапах та, Павлуша, эсӗ калакан факта лайӑх документ ҫинех ҫырса панӑ сана. Минутсем ерипен шунӑ, Денни васкаман. Комета туртӑмӗнчен хӑтӑлса тухнӑ ҫӑмарта Хӗвел тытӑмлӑхне таврӑнчӗ. Исидора кипарис патнелле вӗҫтерет. Эпир юнашар лартӑмӑр, вӑл вара манран чир мӗнле иртсе пыни, эпӗ ӗҫнӗ эмелсем, тухтӑр (ман пата местечкӑран икӗ хутчен пырса кайнӑскер) сӑмахӗсемпе шухӑшӗсем ҫинчен тӗплӗн те тӑрӑшуллӑн ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. — Ма вара, мистер Стумп? Пӗтӗм вӑй ирӗклӗхне пухса, вӑл ҫав картинӑна сӳнтере-сӳнтере лартнӑ, анчах пӗччен юлсанах, тата ытлашши ӳсӗр пулмасан каллех сӗмленме пуҫланӑ, каллех ҫав аташу йывӑрлӑхӗпе тинкине кӑларнӑ. Давыдов ун куҫҫульне курманнипе Варьӑна йӗме меллӗ пулчӗ. — Ша! халь ан шарла, — каллех пӑшӑлтатса пӳлчӗ ку калаҫӑва старик, — итле анчах. Ҫаврӑнса вӑрманпа каятпӑр ак. Ун хыҫҫӑн мӗн пулнине Сергей хӑрушӑ, вӗри чирпе аташнӑ чухне пулса иртнӗ евӗрлӗ, тӗтреллӗн ҫеҫ астӑвать. Унтан вӑл тӗлӗкре хӑй ыйхӑсӑр аптранине курчӗ — ку вӑл яланхи, ӑна темиҫе ҫул хушши асаплантаракан хӑрушӑ тӗлӗк пулнӑ. — «Пилигрима» Сан-Францискӑна илсе пыма шутламастӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Луиза чӗрине хӑй енне ҫавӑрма пултарайман вӑл, ӑна Луиза унтан пытарса тӑман. Эпӗ ӳсӗр мар, эпӗ ӗҫмен, шавах итлесе лартӑм… — Ну юрӗ, ватӑ Зебулон Стумп, — тесе каллех хӑй тӗллӗн сӑмах пуҫласа янӑ Зеб, — ҫав аташса пӗтнӗ вӑрттӑнла ӗҫе эсӗ чылай лайӑх йӗрлесе пӗлес пек туйӑнса каять. Ту ҫумӗнче аялта пысӑк шурӑ муклашка курӑнса карӗ; ӗсӗклесе вӑл хуллен ҫӳлелле танкӑлтатса хӑпарать, — эпӗ хӗрарӑм килнине уйӑрса илетӗп. Мана хамӑн ку тарана ҫитсе те король тумӗ ҫукки чарчӗ. Ку пысӑк ҫылӑх, анчах турӑ мана каҫарӗ тесе шанатӑп. — Тен, темӗнле… ҫухатмӑн та! — йӑл кулса илчӗ Гаврила. — Эпӗ хӑрамастӑп, — тавӑрнӑ Синопа. Унӑн мухмӑрла пуҫӗнче темӗнле хӑмӑр, тӑсӑлса тухакан шухӑшсем хуллен ҫуралнӑ. Феничка Павел Петрович ҫине пӑхрӗ те, чул пек хытса кайрӗ. Пугачев черккене ҫавӑрса хучӗ те ман еннелле кӑтартса: «Его благородине те хӑна ту», терӗ. Анчах кунта эпӗ йӑнӑш каларӑм, эпе сулахай, малти, пӗр сӑмахпа каласан, сулахай урине кутӑн пӑрса лартрӗҫ, тесшӗнччӗ, вӑл вара ҫаплах, кутӑн утсах кайрӗ, тахӑш еннелле утать хӑй — ниепле те ӑнланмастӑн. — Ах, мсье Поль, — терӗ Елена: — эпӗ хам мӗнле тарӑхнине сире кӑтартнӑ пулӑттӑм та, анчах кӑмӑлӑм ҫук. Ҫав шухӑш йӑлтах пусса ҫитерчӗ ӑна, вӑл вара куҫҫуль юхтарса тухса кайрӗ. Эпир тата халь ҫеҫ Вася ҫинчен сӑмахласа лартӑмӑр, — терӗ Федя. Вӑл пирӗн хыҫҫӑнах утрӗ-ҫке! — Ҫак кунсенче эсӗ манӑн княжна хыҫҫӑн ытла ҫӳренӗ теҫҫӗ, чӑнах-и? — терӗ вӑл ман ҫине пӑхмасӑрах. Пӗррехинче эпӗ Олеся таврашӗнче ҫакнашкал яра куна ирттертӗм. Мӗнпур вӑйпа ывӑтнӑран ӗнтӗ, граната сывлӑшра шӑхӑрса илчӗ. Тата икӗ кун калаҫам мар-ха унпа. Ҫапла шухӑшлакаласа лакӑмран тухрӗ те, нӳрлӗ тӑпра ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Гарри Грант ҫинчен отрядра калаҫманпа пӗрех темелле. Калаҫас пулсан та мӗскер калаҫӑн-ха? Ӑна нимӗнпе те пулӑшма май ҫук… — Гекльберри Финн. Часрах! Кӗртӗр мана! Пирӗн тӑхӑр истребительрен кӑшт аяларах, нимӗҫсен хӑйсем юратнӑ стройпа икӗ ретӗн — «Ю–87» текен пикировщикӗсем вӗҫсе пынӑ. Ара ҫав, мӗн пулса тӑрӗ ун чух? Говэн пӳлӗмӗн пӗр кӗтессине сӑрнӑ улӑм ҫинче тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрать. Хӗрарӑмсем ҫак йывӑр вӑхӑтсенче чӑтӑмлӑ та паттӑр пулчӗҫ, хӑйсен черечӗсем ҫитессе кӗтсе ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫӑкӑр лавккисем умӗнче тӑрса ирттерчӗҫ. — Эсӗ мана тав тумалла-ха, ху тата тӳрӗрен каланӑшӑн мана тӗп тӑвасшӑн, хӑвна усӑ кӳресшӗн. Анчах пиччен малалла каланӑ ҫак сӑмахӗсем мана тӗлӗнтерсех ячӗҫ: — Аксель, пӑх-ха ҫак шурӑ пӑссене, вӗсем ку вулканран нимӗн хӑрамалли те ҫуккине лайӑх кӑтартаҫҫӗ, — тет вӑл. Кунта танксем те килсе пӑхрӗҫ, иртсе кайма пултараймарӗҫ, халь авӑ пехота килет, мӗне пӗлтерет ку? Любовь пуҫне уснӑ, анчах ҫавӑнтах ҫӗклесе, салхуллӑн:— Эсир хӑвӑр та: ирӗклӗх, тетӗр-ҫке… Христофор атте ун кӗпине хыврӗ те, хӑйне кӑтӑклантарнӑ чухнехи пек хӑвӑрт-хӑвӑрт сывласа та хутланса, Егорушкӑн кӑкӑрне сӑтӑрма пуҫларӗ. Апрель пуҫламӑшӗнчи ҫиллӗ, анчах ӑшӑ, ҫумӑр енне туртӑнакан кунсем тӑраҫҫӗ. Пӗр ҫул е икӗ ҫул иртсе кайӗ, вӑрман хунаса ҫак ҫара вырӑна каллех хупласа лартӗ, вара кунта этем пурӑннине пӗлтерекен пӗр паллӑ та юлмӗ. — Салӑ ямалла-и? — ҫиелти кӑпӑкне кашӑкпа пуҫтарнӑ май ыйтрӗ Степка. — Ҫук, ку ытла та нумай! Аманнӑ ҫын халӗ те тӑна кӗмен-ха. Тухтӑр ӑна пӑхрӗ те:— Нимех те мар, хӗҫ тарӑн касса кӗнӗ пулсан та суран хӑрушах мар, — терӗ. Хыттӑн туртӑнса, пӗтӗмпех вӗҫерӗнтӗм. Палуба ҫине эпӗ сылтӑм енчи вантӑсем тӑрӑх антӑм. Аха. — Ку питӗ лайӑх. Корчагинӑн ӑна кӳрентерес килмест, ҫавӑнпа, халиччен ун пек ҫӗре ҫӳремен пулин те, килӗшрӗ. Эсир мана хӑратасшӑн. Виҫӗ ҫул иртрӗ. Пуҫ йӗри-тавра пӑхса илчӗ, Марья Николаевнӑна курчӗ те илемсӗррӗн кулса, ҫывлӑх сунчӗ… — Ку ӗҫ тухмасан, вӑл картла выляса янинчен те пысӑкрах хуйхӑ пулӗ. Ну, апла-тӑк — чӑнах ӗнтӗ!.. Павел ӑна Анютка тесе чӗнет. Именчӗксӗр тата ҫулне кура мар хӑйне тӑнлӑ тытаканскер, ҫак хӗрача Корчагина тӗл пулсан яланах кӑмӑллӑн йӑлкӑшса илет, — акӑ халь те вӑл, каснӑ ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинчен каялла сирсе ярса, темле, ача пек, сывлӑх сунса илчӗ. Селӗм кӗвӗ пекех вӗҫсе ҫитрӗ ман пата Олеся сасси: — Мӗн пулнӑччӗ сире? — Кая юлнӑ. Кӑнтӑрла хӗвеланӑҫ енчен ултӑ пин те пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче Тарн сӑрчӗн тӑрри курӑнать. Унсӑр пуҫне унӑн заведующипе калаҫас килчӗ, — шкула юсама мӗн-мӗн япала мӗн чухлӗ кирлӗ пуласси, ҫурта вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле васкамасӑр та лайӑхрах юсаса ҫитерес тесен, ӗҫе хӑҫан тытӑнасси ҫинчен заведующипе калаҫса татӑлмаллаччӗ унӑн. «Пирӗн права ҫук. Мӗнле ҫылӑхсем пур? Серёжа телеграммӑна итлерӗ те мотоциклист хыҫҫӑн чупрӗ. Хамӑн ҫепӗҫлӗхе, хамӑн ӑш вӑрканине, хавасланнине ҫав тери чӗррӗн кӑтартса патӑм; унӑн характерне, вӑл мӗн тунисене ҫав тери лайӑх енчен кӑтартса патӑм та, унӑн вара ирӗксӗрех эпӗ княжнапа ытла ҫепӗҫленсе калаҫнине каҫармалла пулчӗ. Кулӑ, шӑхӑрни илтӗнет, ҫӗр ҫинче нимӗнпе танлаштармалла мар намӑс сӑмахсем янраҫҫӗ. Анчах эсир манпа калаҫӑр!.. Хусана ҫитсен вара ҫыранри хӑйӑр ҫине, кӑвакрах пылчӑк юххи пек тӑсӑлса тухрӗҫ те, виҫӗ витре эрех ӗҫме трактире кӗрсе кайрӗҫ. Вӗсен ячӗсем те пӑртак тӗлӗнмеллерех йышшисем пулнӑ, сӑмахран: «Хӑна пӳлӗмӗ», «Собор», «Аладдин дворецӗ» тата ытти те. Николай Петрович пуҫне усрӗ те питне сӑтӑрса илчӗ. Ӗмӗлтетекен ҫутӑ таса мар шпалерсем тӑрӑх сикме пуҫланӑ та тӗттӗмлӗхе хӑваласа янӑ. Вӑл хӑех карчӑка халат тӑхӑнтарчӗ, йӑллисене ҫыхса лартрӗ. Корчагин-боеца, строителе пурӑнӑҫ большевизмӑн ҫамрӑк гвардин ҫӗнтерӳллӗ чаплӑ съездне курасси патне илсе ҫитерчӗ, ҫав пурӑнӑҫах ӑна сӑмахпа каласа пама ҫук мӑнаҫлӑх та савӑклӑх пачӗ, ҫавӑн пек савӑк самантпа тата революцин ӑслӑлӑхӗпе хӑватлӑхне вӑл — Корчагин — халиччен нихӑҫан та хальхин пек уҫҫӑн, ҫакӑн пек тарӑнӑн туйман. — Ҫулталӑк ҫурӑ харама ятӑм эпӗ Оклендра. Вара вӑл, хӑйӗн куҫне ҫав ҫунтаракан ҫилтен сыхланӑ пекех, пуҫне кӑштах каялла ячӗ те, ҫав самантрах, сасартӑк хӑй сывлама пултарайманнине туйса, хӑрасах кайрӗ. Марийкӑна кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаса, халне пухрӗ те вӑл, тупа тунӑн сӑмах пачӗ. — Эпӗ таврӑнатӑп, Марийка! — Ох, хоспоти! — йынӑшса ячӗ те Куприяновна урӑх ним калама та пултараймарӗ — питне саппунпа хупларӗ, вара шӑплӑхра вӑл хӑрлатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Лизӑна та тӗпчеме тытӑнчӗҫ. Ӗҫ акӑ мӗнре: сирӗн ҫынсем пуласчӗ. Акӑ мӗн пулса иртрӗ: Анна Васильевна Царицынӑпа сывпуллашса юлашки хут аллине сулса илме те ӗлкӗрейменччӗ, хӑйсенчен темиҫе утӑмри ҫирӗк тӗмӗсем хыҫӗнчен сасартӑк тӗлли-паллисӗр кӑшкӑрашни, ахӑлтатни илтӗнсе кайрӗ те, унтан тӑрмаланса пӗтнӗ арҫын ушкӑнӗ, шӑпах Зоя юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн хыттӑн алӑ ҫупаканӗсем, ҫул ҫине персе тухрӗҫ. — Эпе пӗлместӗп. Тен, ҫӗршӗн. Вӑл тахҫантанпах, пит нумай вӑхӑт хушши касать ӗнтӗ, ҫавӑнпа та унӑн алли ҫавӑн пек ыратать. Тата епле хытӑ ыратать! Шӑмӑ патне ҫитичченех! Пӗрремӗшӗ юравлӑ мар, вӑл ытла та куҫ умӗнче. Вара Яков Шумов пӗр ури хыҫҫӑн теприне пусса упа пек пӑраланса утса карӗ, мӗн ӑшӑмра темле пӗлмелле мар ҫӑмӑлах мар шухӑш тӑратса хӑварчӗ, — кочегара шелччӗ, тата вӑл тарӑхмалла пекчӗ, астӑватӑп, пӑртак кӗвӗҫмелле пек те туйӑнатчӗ, тата — мӗншӗн ҫын ниме те пӗлмесӗрех таҫта карӗ-ши? тесе пӑшӑрханса шухӑшламаллаччӗ. — Турт ӑна аялтан, — илтрӗ кӗтӳҫ Любим сассине. Ӑна ҫакӑнта, Ленинградра, Ленинград фронтӗнче урӑх шырамалла та мар-и-ха? Кая юлтӑм ҫав ӗнтӗ! Ирхи ҫанталӑк ҫав тери лайӑх, уяр, анчах эпӗ пӑртак хурлӑхлӑ, ман пӗр ҫын ҫук ҫӗрелле, уялла тухса каяс килет, — эпӗ пӗлсех тӑратӑп, ҫынсем ҫак ҫутӑ куна, яланхи пекех, вараласа хураҫҫӗ. — Нимӗн те кирлӗ мар. Пуҫне вӑл хӗрлӗ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ пулнӑ; ун айӗнчен тӑхӑннӑ ӑшӑ калпакӗн хӑлха тӗлӗнче икӗ рет мӗрчен чулӗпе ахаль шӑрҫасем ҫуталаҫҫӗ; туртӑнса тӑракан шӑнӑрлӑ типӗ мӑйне калпак айӗнчен тухса кайнӑ ҫивӗтленӗ ик-виҫӗ ҫӳҫ кӑтри витсе тӑраҫҫӗ. — Тинӗс шывӗ хӑпарать, — тесе куҫарчӗ пичче Дани сӑмахне. Палласа илтӗр-и мана? Пӑрӑнӑр! Эпӗ жалоба паратӑп!.. Вӑл, хӑйне хытарса, хуллен, каларӗ: — Ӑҫта ҫитсе перӗнтӗн эсӗ, Митяй? — Ахалех, — терӗ хохол. Вӑл тӗрӗслӗхе кӑтартса паман ҫулҫӳревҫӗсене ятлать. Николай пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ, кӑвакарса кайрӗ, тутине ҫыртса итлерӗ. Сӑртӑн икӗ тӳпи хушшинчи хушӑк витӗр тухсан, эпӗ пӗлӗт ҫине вут ҫути ӳкнине куртӑм. Ока хӗррине тухсан, вӑл хӑйӑрлӑ чӑнкӑ ҫыран хӗррине йывӑррӑн ларчӗ, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илчӗ те шыв ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Давыдовпа Нагульнов ларчӗҫ. Разметнов пухӑва уҫрӗ. Ӗҫленӗ май хӗр сасси пек ҫинҫе те ҫемҫе сасӑпа хуллен кӑна темле чиркӳ юрри юрлать. Эпӗ ҫывӑрма выртатӑп. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: пурте кусем суя, — хушса хучӗ вӑл, пӑртак чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Эпӗ Гленарванпа килӗшетӗп. Аслатиллӗ ҫумӑр чӑнах та ытармалла мар пулать. Малтан вӗсем табак турткаларӗҫ, сулхӑнта сӑмахлакаласа ларчӗҫ, унтан, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассине ытлах шанмасӑр, хӑйсен шӑтӑкӗнче аппаланса хӑтланчӗҫ. Том каланӑ пек, час-часах акӑ ҫакӑн пек пулкаланӑран ҫеҫ вӗсем унта аппаланса пӑхрӗҫ: хӑшпӗр чухне пытарса хунӑ укҫа патне ҫитесси пӗр ултӑ дюйм ҫеҫ юлсан, ҫынсем алӑсене усса яраҫҫӗ, унтан вара тепӗр ҫын пырать те кӗреҫепе пӗрре ҫеҫ алтать — вара ӗҫе те пулать вӑл пӗтӗм ырлӑха хӑй илет. Ма тухса каймарӑр? Паян ирпе упӑшкам ман пата кӗчӗ те эсӗ Грушницкипе тавлашни ҫинчен каласа пачӗ. Анчах, яланхи пекех, чи ӗнентерӳллӗ сӑмахсем унӑн кайран тин пуҫа килсе кӗреҫҫӗ. Ҫав тери хытӑ хирӗҫ тӑчӗҫ пулин те ҫӗнӗ чурасене хӗҫпӑшалсӑрлантарчӗҫ, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйӑрса, мӑйӗсене ултӑ фут тӑршшӗ вӑрӑм, вӗҫӗсенче юпленекен тимӗрпе тыттарнӑ йывӑҫ мӑйкӑч тӑхӑнтартрӗҫ. Колчо кӑштах кӑна малалла хӗсӗнсе иртрӗ, ырса ҫитрӗ те чарӑнчӗ. Эсир хирӗҫ мар-и, юлташсем? — терӗ вӑл ыттисем ҫине пӑхса. — Апла пулсан, пӗр пус та тӑмастӑн эсӗ! Ӳсӗрни илтӗнчӗ. Мойсей Мойсеич чӗтренсе илчӗ, хаваслӑн ахлатса ячӗ, вара, сивӗ шывран тин ҫеҫ ӑшӑ ҫӗре сиксе тухнӑ пек, кӗлеткипе пӗршӗнчӗ те алӑк патнелле чупрӗ, паҫӑр Соломона чӗннӗ евӗрлӗнех пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса ячӗ: — Роза! Ҫипуҫне сӗвсе илнӗ Василиса Егоровнӑна хурахсем темиҫен крыльцо ҫине сӗтӗрсе тухрӗҫ. — Мӗнле хӑраса ӳкнӗ-ха эсӗ, ҫакӑн пек шуйттан? — тӳрккессӗн ыйтрӗ Разметнов; юриех тӳрккес пулса, вӑл Лушкӑн илемлӗхне асӑрхама пӑрахас, терӗ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче Оленин ӑна вӗрентме пуҫлать. Сӗвек ҫамкаллӑ, ҫӳхерех курпун сӑмсаллӑ, ҫирӗп те теветкел туталлӑ пичӗ унӑн хӑюллӑ та илемлӗ, хӑй вара тухӑҫра ҫех пулакан шуранкалӑхне, пӗр вӑхӑтрах кӗре те тӗксӗмтерехскерне, халӗ те пулин ҫухатман-ха. Арҫын ачасем шыва аллисемпе сирпӗттернӗ, ӑна хӑйсен пичӗсем ҫине ывҫи-ывҫипе сапнӑ, утне хыттӑн пусса шӑлнӑ пулсан, хӗрачасем вара ҫав вӑхӑтрах йӑлт хӗрарӑм ҫӑвӑннӑ чухнехи евӗр хӑтланнӑ. «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнин паллисем кунта тупӑнасса Гленарван шухӑша та илмен, утравӑн губернаторӗ патне те вӑл, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр тесе, ҫеҫ кӗрсе тухрӗ. Жид хӑранипе ҫӳҫенсе илчӗ, ун патне хӑяккӑн пынӑ пекех пырса тӑчӗ. Ҫав пӗр-вӗҫӗмрен ухмахла сӑмахсене илтнипех ӗнтӗ манӑн пуҫ ҫаврӑнма пуҫлать, патаксем мӑн хырӑмлӑ, хӳреллӗ, темӗнле те пулаҫҫӗ. Вӑл куртка ҫаннинчен ҫавӑрса тытсах мана алӑк патнелле туртма пуҫларӗ. Тинӗсе тухас умӗн ун ҫине пӗр ҫын ларчӗ, ҫав ҫын хӑрушӑ ӗҫ хускатса яма шухӑшлани унӑн сӑнӗнченех курӑнать. Арканнӑ, паллӑ мар планета катӑкӗ тинех таҫта аякка тӑрса юлчӗ, — вилӗмри хӑйӗн ҫулне ӗмӗрлӗхелле тӑсать. Кулӑшла… Ӑна арестленӗ кунтанпа нимӗн те улшӑнман. Эпӗ пӳрт пӗренине татса, паянах, каҫхине, тарма шутларӑм — паллах, старик ӗҫсе ӳсӗрӗлет пулсан, ӗҫессе ӗҫетех-ха вӑл. Вулич поручикӑн сӑн-сӑпачӗ хӑйӗн характерне тивӗҫлӗччӗ. Ачасем ав, Васил, Димитр, Киро, — тек кунта чакалашрӗҫ, эрешмен карти тасататчӗҫ пуль. Сирӗн судйӑрсем мӗншӗн ҫын вӗлерекенсене ҫакса вӗлермеҫҫӗ? Ҫывӑрма выртиччен Паганель юханшывӑн географин координачӗсене лайӑх пӗлсе, вӗсене картта ҫине те уйрӑммӑнах тӑрӑшса ӳкерчӗ. Кайран текех чӑтайманнипе тӗрмери врачран йӗрес пекех тархасласа, хӑйне опиум пама ыйтрӗ. Апла пулин те, «Пилигрим» хумсем ҫийӗн хӑвӑрт ыткӑнса ишрӗ. — Спас-си, господи, люди твоя! — уйрӑмах хыттӑн ыйтрӗ Воропонов, «люди» сӑмаха шӑхӑрнӑ пек каласа; хӑй каялла кашкӑр пек ҫаврӑнса, хула ҫыннисем ҫине пӑха-пӑха илчӗ, ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, вӗсем ҫинелле хӑйӗн хӑнтӑр тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗкӗпе сулса. — Пулма пултараймасть, капитан! Халӗ пӗтӗм команда пухӑнса ҫитрӗ! Эпӗр тӗлӗнсе кайнӑ: «Епле ку Силвио ҫапӑҫасшӑн мар?» — тетпӗр. — Эпӗ ӑна политикӑллӑ пурӑнӑҫа хутшӑнтарас теттӗм». — Апла ҫав йӗксӗксем пулчӗҫ-и-ха ҫырма леш енче хамӑр курнисем? — ыйтрӗ Клисурӑ ҫыннисенчен пӗри. — Ҫук-с, ку ман ӗҫ мар, — тесе хирӗҫлерӗ те Шубин, шлепкине илсе, ӗнси ҫине лартрӗ. Ҫӳллӗ чиркӳ карти хыҫӗнче, курма пынӑ халӑх хушшинче, Серёжа Брузжак, Валя тата Климка парад пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫапла каларӗ вӑл. — Ну, ун сӑмахӗсем тӑрӑх, — терӗ вӑл, — c`est vous qui êtes un petit monstre de perfection. — Ҫапла пуласса эпӗ пӗлсех тӑнӑччӗ ӗнтӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Банник. Картушкӑри уйрӑмсене румбӑсем теҫҫӗ. Юлашкинчен, Челкашӑн пур туйӑм-сисӗмӗсем те пӗр ҫӗре пӗрлешрӗҫ — вӑл хӑйне ашшӗ пек тата хуҫа пек туйрӗ. Кӑвакпа сӑрланӑ арчисене е йӑтса, е турта-турта, мороженӑй сутакансем йӗркипе утса килеҫҫӗ. Карчӑк, ал лаппине сунчӑк евӗр тытса, куҫне хупларӗ. «Ампутаци! Ҫапла майпа эпӗ, нимпе те палӑртмасӑр, сире Сноуи хӗррине илсе ҫитертӗм. Ҫутҫанталӑк вӑхӑчӗсем те, ҫанталӑк улшӑнӑвӗсем те палӑрмаҫҫӗ; ҫӗр чӑмӑрӗн хӑйӗн ӑшши пӗрмаях ӳссе пынипе хӗвел паракан ӑшӑран та ытларах. Каҫхи тӗттӗм кӗтессене хупӑрласа илсе пырать. Ҫав шухӑш мана калама ҫук савӑнтарать: хӑш-пӗр чухне эпӗ вампире ӑнланатӑп ҫав… Эх, сухал, сухал! Ватӑ Тихӑн Осетров, кӑвак сухалне аллипе ҫавӑрса тытса, янравлӑ сасӑпа:— Упне вырт та, Устин, пуҫна та ан ҫӗкле! — Тавтапуҫ сире! — терӗ те вӑл, чӳречене хупрӗ. — Тӑрӑр, атьсем! Пӑлханакан халӑх мэри ҫуртне кӗмелли крыльца пусмисем патӗнче кӗпӗрленнӗ. Пусма ҫинче аллине пысӑк плакат саркаласа тытнӑ пӗр ҫын тӑрать, ун тавра хӗҫпӑшаллӑ хуралҫӑсем тӑраҫҫӗ. Мана ҫапла туйӑнать: эхер пирӗн comme il faut шутне кӗмен пичче, анне е атте пур-тӑк, эпӗ ҫакна инкек вырӑнне хунӑ пулӑттӑм, манпа вӗсене ҫыхӑнтараканни вара нимӗн те пулмастчӗ. Пенӗ сасӑпа вӑранса кайса Гленарванпа Роберт куҫ хупса иличченех ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Ҫав хӑйӗнни пек кӑвак куҫсем тинкерсе темӗн кӗтсе пӑхса тӑнӑ чухне ӑна хӗнесси ҫинчен шухӑшлама та намӑс пулнӑ. Вӑл ҫак ытла та пысӑк, кӗтмен ҫӗртен ҫитнӗ телейрен тарасшӑн пулнӑ пек пулчӗ! — Тӗрлӗ наукӑсене, — тӳррӗн каламарӗ Ҫӑрттан мучи. Мӗн пур ҫемье каҫхи апат тума пӗрле пухӑннӑ, ҫавӑн чухне Джонни хӑйӗн шӑллӗсемпе те йӑмӑкӗсемпе тавлашма пӗрмаях мӗнле те пулин сӑлтав тупнӑ. Тупа та туршӑн, — вӑл шуйттанах! — тенӗ. Лайӑх лаша, пӗлнӗ пекех йывӑҫ ҫинелле ишсе шыва кӑкӑрӗпе ҫурса пырать. Ҫулҫӳревҫӗсемпе йывӑҫ хушши ҫирӗм чалӑшран та ытла юлмарӗ. — Ӑҫта вара вӑл сан? Юлашкинчен, сывлӑшӑн чи ҫӳлти сийӗсенче казуар текен кайӑкран вӑйлӑрах, страусран шултӑрарах кайӑксем хӑйсен темӗн пысӑкӑш ҫуначӗсемпе саркаласа, пуҫӗсемпе гранитлӑ тӳпене пыра-пыра перӗнеҫҫӗ. Сана пула ҫунса тухасса ҫитетӗн. Мелник тата тем мӑкӑртатса илчӗ те хӑйпӑннӑ хӑмана пӑтапа ҫапса хума пикенчӗ. Суднон капитанӗ вӑл ҫыранта иккенне маннӑ пулнӑ, вара унсӑрӑнах Добрая Надежда сӑмсахне вӗҫтернӗ! — Ҫи, пӗчӗк улпут! Ҫак самантра вӑл Сталина аса илчӗ, Сталин халь те-ха трибуна ҫинчех тӑрать пулмалла, унӑн тӳлек те лӑпкӑ сасси халь те-ха пӗтӗм ҫӗршыва илтӗнмелле янӑрать пулас, тесе шухӑшларӗ. Кунта вӗсем сарлака ҫан-ҫурӑмлӑ маттур ачана, Гейкӑна, тӗл пулчӗҫ. Нимех те мар, эпир сирӗн ҫинчен лайӑх, тейӗпӗр. Йӗпе-сапа пулнӑ кунсенче эпӗ хӗрача патне каяттӑм, ӑна апат пӗҫерме, пӳлӗмпе кухняна пуҫтарма пулӑшаттӑм, вӑл пулатчӗ: — Эпир санпа иксӗмӗр упӑшкипе арӑмӗ пекех пурӑнатпӑр, ҫывӑрассине ҫеҫ уйрӑм ҫывӑратпӑр. Пылпа хӑяр шӳрпи сып-ха акӑ, е мухмӑр уҫма пӗр ҫур стакан настойка аван пулаканччӗ. Марья Николаевна хӑй аллине Санин алли ҫине хучӗ. Мӗншӗн-ха ӑш-чикӗмре ҫав тери аван, ӑнланмалла, анчах хут ҫинче тата мӗн шухӑшланипе пурнӑҫра усӑ курма шутланӑ чухне яланах ҫакнашкал ӗренкесӗр пулса тухать?.. Ҫав утиялпа чӑрканнӑ ҫулҫӳревҫӗ ҫулталӑкӑн кирек мӗнле вӑхӑтӗнче пулсан та, ҫӗре уҫӑ пӗлӗт айӗнче те калама ҫук аван ирттерсе ярать. — Роберт ӳксе юлсан мӗн пулӗ? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Тухтӑр хӑйӗн пациенчӗ ҫине шеллесе тата куҫа курӑнмаллах хурланса пӑхса илчӗ. Кашни шӑнӑрӗ ыратнӑ. Сан аллу пылаккӑн пӗҫертет мана. Эсир, тет, хӑвӑр полковникпа пӗрле манӑн мӗнпур ӗҫсене пӑтраштаратӑр. Катя тата! Сирӗн ҫинчен тем пулсан та ӑна каласа паратӑп, кун ҫинчен вара «хӑй» те пӗлӗ тесе шанатӑп. Тепӗр вунӑ минутран вӑл хӑрӑлтаттарма та тытӑнчӗ, эпӗ кӑна ниепле те ҫывӑраймастӑп, сӗмлӗхре манӑн тавра пӗрмаях шурӑ куҫлӑ ача явӑнса ҫӳрет. Мӗн тери хавассӑн пӑхса тӑчӗ вӑл сад ҫине, епле вӑл таса сывлӑша выҫӑхнӑ пекех ҫӑтса тӑчӗ! Разведкӑна кайнӑ чух вӑл пӗрмаях тарасси ҫинчен шухӑшласа пыратчӗ. Пӑрахут ӑшӑхлӑха ларчӗ-им? — Ҫапла, мэм, вӑл… — «Ҫапла, мэм» тесе ан кала. Салли аппа тесе чӗн мана… Вӑл Мария-Терезин ятлӑ вӗт! Шывпа хутӑш виски Индж форчӗ ҫывӑхӗнче пуҫланса кайнӑ пӗчӗк хулара гостиница — таверна чи паллӑ ҫурт пулнӑ. Вӗсен телейне, ҫырма тӗпӗнче хӑйӑр пулнӑ. — Ну, — тет, — Фелпс йӑмӑкӑм, куртӑм эпӗ сирӗн хӳшшӗре, вӑл негр катӑк ӑслӑ пулнӑ пуль. Ҫумӑр йӑсласа тӑрать, вӑл пур ҫаплах сухалать! Ҫак йывӑр ӗҫе унӑн хӑвӑртрах пӗтерес килет. Ял витӗр тухнӑ чухне Полутыкин господин, лавҫӑна пӗр лапчӑк пӳрт тӗлӗнче чарӑнма хушрӗ те, тулли сасӑпа кӑшкӑрчӗ: «Калиныч!» Эпир вӗсене айӑпсӑр ҫынсем ҫине тапӑнни мӗне пӗлтернине лайӑхрах кӑтартса парӑпӑр. Нимех те мар. Кай, тӑван, кунтан! Де-Лантенак маркиз хӑй ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пултарнӑ, анчах вӑл хӑй валли вилӗм суйласа илчӗ. Канма парӑр мана! Уйӑхӗ хитре туптаса тунӑ пекех ҫип-ҫинҫе те авӑнчӑк, ҫумӑр пуласса пӗлтерет, ҫавӑнпа та Яков Лукич ун ҫине пӑхса илчӗ те татӑклӑнах: «Тырӑ пулатех!» — тесе шухӑшларӗ. Эпӗ кӗсменсемпе ишсе пыратӑп; хуҫа кимӗ хысӗнче ларса, лайӑххӑн пӗлмесӗр кимӗ хыҫӗнчи кӗсмене шыв ӑшне тарӑна ярса, хӳрине тытса пырать; кимӗ унталла-кунталла ҫавӑрӑнкаласа, шухӑша кайнӑ пӑтранчӑк та тӳлек шыв ҫийӗпе пӗр урамран тепӗр урама пӑрӑнкаласа пырать. Икӗ талӑк кӗтсе ирттернӗ хыҫҫӑн пӗр палубӑллӑ пӗчӗк карап пире Мессина хулине илсе ҫитерчӗ, кунта эпир ик-виҫӗ кунтан йӑлтах канса юсантӑмӑр. Мӗн пулать вӑл вилнӗ ҫынсене ҫӗнӗ ҫурта хӑнана чӗнесси! Мускавра ҫӗвӗ ҫӗлесе пурӑннӑ, куланай тӳленӗ, куланайне вӑхӑтра, ҫулталӑкне ҫӗрте сакӑрвун икӗ тенкӗ ҫурӑ тӳленӗ… Мана Гавар тесе чӗнеҫҫӗ. Аран-аран: ан чӑрмантар! — тесе илчӗ, урисене сиктеркелерӗ те пӗчӗк ача пек ҫывӑрса кайрӗ. Сасартӑк ман пуҫӑмра темле шухӑш ерипен шуса иртрӗ, эпӗ вара ухмаха ересрен хӑраса тӑрса лартӑм. Туй юрри. Карап хыҫалта курӑнмасть, горизонтра ҫухаса юлчӗ. Владимир комодсене, арчасене уҫрӗ те, ашшӗн хучӗсене пӑхса тухма тытӑнчӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫӗнӗ пурнӑҫ халалламарӗ. — Пӑван сире юратать, — терӗ каллех Мартини. Мӗн тӑвас пирӗн? Темиҫе кун пӗр чарӑнми ахӑракан ҫил-тӑвӑлӑн юлашкинчен лӑпланма вӑхӑт ӗнтӗ, терӗ вӑл, хӑйпе хӑй калаҫса. — Акӑ куратӑр-и, Уэлдон миссис, ҫил кун пекех вӗрсен, пирӗн ума часах Кӑнтӑр Америка ҫыранӗсем тухса тӑрӗҫ. Ҫав мустангсене индеецсем хӑваламаҫҫӗ-ши? Унтан хӑлӑпне кӑшт туртрӗ. Анчах вӑл малалла калама пултарайман, унӑн куҫҫулӗ тухса кайнӑ, аялти янах шӑммийӗ тем пек чӗтре пуҫланӑ. Раз! Император сӗтел ҫине виҫӗ пурҫӑн ҫип татӑкӗ хурать — кӑваккине, хӗрлине тата симӗссине, — тӑршшӗ вӗсен ултшар дюйм. Джонни чарӑнса тӑчӗ. Кирлӗ мар ҫӗртех вӗсене Америкӑри провинцисенче тӗл пулакан патриотизм ярса илчӗ. — Халь ман дьякпа тӗл пулас килмест». — Сывлӑх сунатӑп, Макар! Хам пирки, ним вӗренмен, ахаль хӗр кӑна иккенни ҫинчен, тата хӗвелпе ӗннӗ чухӑн ӳт-пӗвӗм пирки шухӑшлатӑп та эпӗ, намӑс пултса каять мана. Вӑл хӑвӑрт тумланчӗ, ҫара ури ҫинех аттине тӑхӑнчӗ, васкавлӑн пичӗ ҫине юман пичке шӑрши кӗрекен шыв сапкаларӗ, вара кӑштах пуҫ тайса:— Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз председателӗ Ҫемен Давыдов, — терӗ. Чи малтанах вӑл нумай пулмасть ҫеҫ ҫар службинчен таврӑннӑ Боярышников старши лейтенант патне кӗчӗ. Бен Ганн ҫине шанӑр, вӑл вара сире хӑтарӗ, куратӑр акӑ. Юханшыв ӑшӑхланнӑ, ҫавӑнпа вӑл сехет хушшинче икӗ е виҫӗ миля хӑвӑртлӑхпа кӑна юхать. — Э-э, ҫу-ук, — эпӗ ун йышши мар! Вӗсене мӗнле те пулин ҫеҫен хирлӗ ҫырана антарса хӑвармалла-и? Ҫакӑ вара ытла ансат япала та мар иккен авӑ… Унӑн тӗксӗм сарӑ хырӑмӗпе аяк пӗрчи ҫинче ӳтпе пӗрӗнтерсе лартнӑ хӑрушӑ ҫӗвӗк курӑнса кайрӗ. Вӑл акӑ мӗнле вӗҫленнӗ: Луиза Пойндекстер ҫавӑрӑнса, алӑк патнелле кайнӑ. Ҫак пур йышши кӑткӑсен те ячӗсем ытлашши кӑмӑла килекен ятсемех маррине асӑрхама йывӑрах мар ӗнтӗ, вӗсем Бенедикт пичче пек хӗрӳллӗ энтомологсене ҫеҫ килӗшме пултараҫҫӗ. Капитан ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, каллех сӗтеле чӑмӑрӗпе ҫапрӗ, унтан тата хытӑ шӑтарас пек пӑхрӗ те, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ, кашни сӑмахӗ ҫумне киревсӗр усал сӑмахсем хушса вӑл:— Эй, унта, палуба ҫинче, чарӑнӑр! — терӗ. — Намӑс мана… — сулхӑммӑн, салхуллӑн каланӑ Фома. Кораблев милици пирки каласанах-ха, эпӗ пӗр «ҫил-тӑвӑлсӑр» иртсе каймӗ тесе шутларӑм. Чӑнах та, йӑнӑшмарӑм иккен. — Мӗн тӑвасшӑн-ха эсир? Ӑна кофе килсе пачӗҫ; пӗр курка ӗҫсе ячӗ, вара пурин ҫине те йӗркипе пӑхса ҫаврӑнса, шӑл витӗр: «sortez, s'il vous, plait», терӗ, унтан, арӑмӗ енне пӑхса: «еt vous, madame, гestez, je vous prie», тесе хушса хучӗ. Тӗреклӗ, тӳрӗ утаканскер, вӑл лавкана кӗнӗ чухне хулпуҫҫисене, усатчӗ, ҫурӑмне кукӑрӑлтаратчӗ, хуллен йӑнӑшатчӗ, час-часах икӗ пӳрнипе сӑхсӑхса илетчӗ тата пӗрмаях кӗлӗсем, псаломсем мӑкӑртататчӗ. — Кун пирки шухӑшласа пӑхӑп, — сӑмах пачӗ Озеров. Кунта вӗсем валли апатлӑх пулӑсем те пайтах. Николай Петрович юратать кӑна. — Мӗн турӑм эп сана?.. Вӑл олива тӗслӗ фракпа, кӑвак атлас галстук ҫакнӑ, хыҫалта ун ҫинче àla хресченле тӗплӗн тураса якатнӑ вӑрӑм шурӑ ҫӳҫӗ выртать. Пӗрре ирхине, пӑра ҫӗмӗрсе шыва кӗнӗ хыҫҫӑн, Синопа ватӑ аслашшӗпе сунара кайнӑ. Ҫакӑн чухне ҫеҫ Синопа чӑн-чӑн ҫӗмрен йӗпписем илнӗ. — Чӑрмантаратчӗ вӑл сана, халӗ пурнӑҫӗ ҫавнашкал-ҫке, мӗн ытлашшине пурне те хӑв ҫумӑнтан сирсе ывӑтмалла. Ку та ҫар пурнӑҫӗнчи вӑрттӑнлӑх-и вара? — Анчах та, — хирӗҫленӗ патша, — эпӗ сана хам тӑванӑм Адоние вӗлерме хушсан, вӑл та ҫаплах чӳк вырӑнӗн таса мӑйракине тытнӑччӗ, итлемесӗр тӑтӑн-им вара эс мана, Ванея? — Хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын рольне выляма пултаратӑр-и эсир, хисеплӗ ҫыннӑмӑр? — ыйтрӗ король герцогран. Джон Мангльс тӗрӗс калаҫать. Вӑл сирӗн лашасене таканлани нумай пулать-и? Апат-ҫимӗҫсене сывлӑшпа шыв кӗмелле мар арчасене хурса мачтӑран ҫыхса лартрӗҫ. Хӗҫпӑшалсемпе вӗсен таврашӗсене те ҫавӑн пекех сыхланса тиерӗҫ. Преступнике тытас тесе, мӗн те пулин тумаллахчӗ ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра. Анчах вӑл укҫа тӗлӗшӗнчен сӗмсӗр марччӗ. — Малтан мана, — Фомана итлемесӗр каланӑ Люба, — кӗнекере пурри — пурте ӑнланмалла пекчӗ… Ҫынсем тӗлӗк каласа панӑ пек е — мухмӑрла чухнехи пек калаҫаҫҫӗ. Утравра, пирӗн Джексон утравӗнче, шырама хӑтланса пӑхкалӑпӑр ӗнтӗ. Ҫавнашкал татах та хӑҫан та пулин, тепӗр чухне хӑтланса пӑхма пултаратпӑр. Усал тухакан кив ҫурчӗ эрех савӑче патнелле юхакан пӗчӗк шыв хӗрринче, тура ларать, унта вара хӑрӑк туратлӑ йывӑҫсем те темӗн чухлех. — Ман пата ӑна ӗлӗкхи тусӑм ярса тӑрать, — васкавлӑн каласа хучӗ Василий Иванович: — анчах эпир, сӑмахран, френологи ҫинчен те кӑштах ӑнланатпӑр, — хушса хучӗ вӑл, Аркадий патне ытларах ҫавӑрӑнса, шкап ҫинче тӑракан гипсран тунӑ пысӑках мар тӑватӑ кӗтеслӗхсем ҫине пайласа номерленӗ пуҫ ҫине кӑтартса: — эпир Шенлейна та, Радемахера та пӗлмесӗр юлман. — … губернинче Радемахера ӗненеҫҫӗ-и халь? — ыйтрӗ Базаров. Олейник шӑтӑкалла — тӳрех Андрей ҫине сиксе ӳкрӗ. Мӗнле-ха ҫыннӑн хӑйне хӑй ҫирӗп тытас хӑвачӗ пултӑр, пӗр сехетренех вӑл хӑй мӗн тӑвасса пӗлмест пулсан? — «Кайма юрамасть, кунта тӳлемелле-мӗн, — шухӑшларӗ Оленин, вара вӑл хӑй тавҫӑрма пӗлменшӗн ҫав тери тарӑхрӗ. — Кичем! Ватӑ кӗлӗмҫӗ! Хама… тата хам юратакан япала ман юратӑва тивӗҫлӗ маррине туятӑп… Пурте шӑпланчӗҫ. — Ӑҫтан эсир? — Тӑвӗҫ. Мана карапсемпе матроссем парсан, эпӗ ҫав пролива кайса тупма пултаратӑп, тенӗ вӑл. Ҫак минутсенче вӑл хӑйне полк ҫемйинчен кӑларса ывӑтнӑ темле мӗскӗн хӑйпӑнчӑк, темле никама килӗшмен, пуриншӗн те ют пулнӑн, ҫитӗннӗ ҫын пек те мар-ха, йӗрӗнчӗк, пӑсӑк та чӑлах-чӗлӗх асси евӗр ҫеҫ туйрӗ. — Мӗнле кулӑшла эсӗ! Сӑмси айӗнче унӑн кӗске, ҫӑра уссийӗ пур. Анчах табак тӗтӗмӗ витӗр уҫҫӑн курӑнмасть вӑл, шӑши пек ҫеҫ курӑнать, винокур ӗнтӗ амбарти кушак тытас шӑшие хӑй ярса илсе ҫӑварне хыпнӑ темелле. Лӑпкӑ, хытах мар сасӑ шухӑшсене тӗплӗн йӗркелесе малалла каларӗ: — Мужике ӑнлантарӑр: влаҫа патшаран хӑй аллине тытса илме майӗпе вӗренсе пытӑр вӑл, халӑхӑн начальниксене — становоя та, губернатора та, патшана та хӑйсем хушшинчен суйлама тивӗҫ пулмалла, тесе калӑр… Вӑл куҫне хупнӑ та сулланкалса тӑрать, аллипе хуллен кӑна пусма карлӑкне сӑтӑркалать. Костя сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ те, икӗ аллипе те пӗчӗкҫеҫ юпаран ярса тытрӗ. Эсир ӑна ӗмӗрлӗхех чунтан парӑнтӑр-и? Эпӗ вара кукленсе ларса ӑна хам ҫурӑм ҫине хутӑм та ҫӗклесе кайрӑм, вӑл янах шӑммипе ман пуҫа тӗртӗнсе ҫилӗпе мӑкӑртатса пычӗ: — Си тю савэ… Ӑнлантӑн-и? Кӑҫал Мускавран пӗр Лиговская княгиня ҫеҫ хӗрӗпе килнӗ; вӗсемпе паллашман эпӗ. Каҫхи кӗлле чӗнсе хулара чансем янӑраса кайрӗҫ. — Ҫапла, эпӗ пӗлетӗп, — пирӗн сасса хупласа кӑшкӑрчӗ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ господин. Елена ун патне залӑна тухрӗ. Эпӗ хамӑн картинӑсене хӑнасем йышӑнакан пӳлӗме ҫакма кайса памастӑп, вӗсене чиркӗве лартаҫҫӗ. Ҫирӗме кайсан (ку ӗҫ 48-мӗш ҫул пуҫламӑшӗнче пулнӑ), вӑл тӑван ҫӗршывне таврӑнма шутланӑ. Вӑл суд умӗнче хӑй айӑпне сирменни те мана ҫав ӗҫе хутшӑнтарасшӑн пулманнинчен килнӗ, — тенӗ Марья Ивановна. Уттарар. Вӗсем пӑшалӗсене улӑштарчӗҫ, вара Трелони, малтанхи пекех нимӗн чӗнменскер тата ҫирӗпскер, пӑшала мӗнле авӑрланине тӗрӗслеме пӗр самантлӑха чарӑнчӗ. Корчагина тиф вӗлереймерӗ. Ҫапла мар-и, моряк ҫавӑн пек пулни тӗлӗнтерет вӗт? Г-жа Байяр нимӗн те курман та, илтмен те. Панкратов трибуна ҫинчен анчӗ. Ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ырларӗҫ. — Таюша ӑна мӑшӑр мар, — терӗ вӑл пӗреххинче Лёльӑна. — Мӗншӗн мана вӑратмарӑн-ха эсӗ? Сан ҫинчен ахалех каламаҫҫӗ пулӗ-ха… Эпӗ, ҫав тери усал сӑмах калас мар тесе, пӗр самантлӑха чарӑнса тӑтӑм. Мӑйӑхӗ айӗн кулкаланӑ пек курӑнчӗ вӑл мана. Амӑшӗ тӳрех ӑнланчӗ; шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ — кӑтӑш пулнӑ чухнехи фантастикӑлла самантпа ҫыхӑнса тӑракан ӑнланма ҫӑмӑл кӗввӗн шӑнкӑр-шӑнкӑр янӑравӗ — ачан асаилӗвӗсене илемлӗн амалантарать. Лось шӑппӑн темиҫе хутчен ыйтрӗ: — Вӗҫертӗр мана, эпӗ выртатӑп. — Питӗ лайӑх! Король ӑна ҫавӑншӑн ҫакса вӗлерме хушнӑ. — Пӗр минут та сая ямалла мар. Ун чухне ҫав тусан пит те паллӑ мар пулнӑ, вӑл ак кӗҫех курӑнса каять тесе пит хытӑ кӗтнӗ ҫын ҫеҫ ӑна курма пултарнӑ. Пӗр паллӑ решени йышӑнма йывӑртарах пулнӑ, мӗншӗн тесен яланхи пекех пӗр шухӑш пулман. Эпӗ чунӑмпа ҫунса тертлентӗм… анчах вӑл пур чухне те мана ҫӑмӑлах марччӗ. Ӑна туртса кӑларма пулнӑшӑн христус ҫӑлтӑр сана, атту эпӗ пӗччен кӑларас ҫукчӗ: унӑн, мӑйракаллӑ лашан, йывӑрӑшӗ виҫӗ пӑтран кая пулас ҫук. Анчах савӑнма иртерех-ха. Эсир мӗнле шутлатӑр? Ханкӑр лутра чул юпасен колоннадипе вӗҫленчӗ. Вӗсен хыҫӗнче Лизиазирӑн хысаксемлӗ, ту циркӗсемлӗ, каҫхи хӗвел ҫутатакан хутлӑх курӑнать. — Халлӗхе Елена Петровна патӗнче пурӑнатпӑр, — ответлерӗ Юрий. Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗрине темӗнле ӑнланма ҫук сисӗм-туйӑм тулнине тӗтреллӗн кӑна туять пулин те, хӑш-пӗр сасӑсене уйӑрса илекен пулчӗ пек. Ҫак тарават пӑлхар кил-йышӗнче Огнянов виҫ эрне хушши ыр курса пурӑнчӗ, сывлӑхӗ самайлансах пычӗ унӑн. Хӑйсен вӑхӑчӗсенче ҫавӑн пек хаяр пулнӑ паллӑ мар ҫынсем историре сахал мар. Атланти океанӗ юнашарах выртни тата кунти вырӑнсенче алхасакан хӗвеланӑҫ ҫилӗсем атмосферӑна тата ытларах нӳрлентерчӗҫ. Мелникӗн ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ. Чура сутуҫи Алвишӑн агенчӗсем чурасене, тӑван ҫӗртен-шывран уйӑрнӑ мӗскӗнсене, Казондене — хура ҫынсене сутакан тӗп пасара — хӑваласа каяҫҫӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пирӗн ҫине шыв сирпӗнет. Ҫӗр ярд хушши кайма ӗлкӗреймерӗмӗр, манӑн брюки тата камзол аркисем витӗрех йӗпенчӗҫ. Вырӑс мужикӗ казакшӑн темӗнле ют, тискер тата йӗрӗнчӗк чун; казак унӑн тӗслӗхӗсене пыркаласа ҫӳрекен суту-илӳҫӗсен тата куҫса пынӑ малороссиянсен, казаксем йӗрӗнсе «шаповал» тесе чӗнекенскерсен, сӑнӗнче курнӑ. — Виҫӗ фронт командующийӗнчен сӑмахпа вӗрентсе каланине итлеме тӳр килчӗ, такам та мухтанмалла! — терӗ Городцов, хӑй пурнӑҫӗнче ӗҫсем ҫавӑн пек ӑнса пынӑшӑн хӗпӗртесе. Ку эпир шыракан ҫын мар пулӗ. Кайӑр аяккалла, вырӑнсенелле… Тӗрес, ватӑлнӑ вӑл халь. Хулара манӑн ӗҫ тупма май пулмарӗ, ҫавӑнпа та эпӗ карапсем юсакан ҫӗре кайрӑм унта телей пулмӗ-и, терӗм. Лаша ҫинчен сиксе ансан, Оленин пӑшалӗпе крыльцана ҫаклатрӗ, мелсӗр хускану турӗ те вите еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах унта никам та курӑнмарӗ, пӗр тикӗс сӗт сунӑ сасӑсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ. Атӑлпа танаштарсан — шыв лупашки кӑна! Ҫак йӗкӗт (эпир ӑна бей патӗнчех куртӑмӑр-ха, хамӑр сӑмахра малалла та ун ятне час-часах асӑнмалла пулать) кӑмӑлӗпе те, ӳссе ҫитӗннӗ хавалӗпе те чӑн-чӑн чорбаджи ӗнтӗ, пӗтӗмпех «ашшӗне хунӑ» темелле, ашшӗ вара ҫав Юрдан Диамандиев хӑраххиех. Юратап ҫав, шуйттан, таса сывлӑша! «Креозот ҫинчен» ҫырнӑ статьяна тӗл пулса, ҫурма сасӑпа вулама тытӑннӑ Феничка кулса ячӗ те кӗнекине пӑрахрӗ… — Тупӑ та кунта ним те тӑваймасть, — терӗ паҫӑрхи саперах. — Тавах сире, тусӑмсем, — терӗ Уэлдон миссис, — анчах эпӗ хамах утас тетӗп… Ҫӗр чӑмӑр тени ҫеҫ пуп таврашсен кӑмӑлне кайман, ҫавӑнпа вӗсем тӗне ӗненекенсене Ҫӗре тӳрем тесе шутлама хушнӑ. Егорушка килте Драницкая графиня ҫинчен те нумай илтнӗ. Ҫапах та художнике ҫак шкулта вӗренни ҫӗнӗ произведенисем тӑвас ӗмӗте хавхалантарнӑ, вӑл унта шухӑш хӑватлӑ та илемлӗ япала пулнине ӑнланса илнӗ, чаплӑ ӳкерме хӑнӑхса пынӑ. Тӳлеврен илес пысӑк услам вӗсене куҫ илмесӗр сыхлама хистерӗ. — Эпӗ ӑна пуринчен малтан перетӗп. Эсир вӗсем мӗн тунине мантӑр-им? Сирӗн преосвященство… Хапха уҫӑлчӗ те, каллех хупӑнчӗ. Монтанелли картишне кӗрсе, ҫав тери хӑранӑ куҫӗсемпе малалла пӑхрӗ. — Алексее тӗл пулсан кашнинчех ыйтрӗ Капустин. — Шӑп ҫавӑ! Мӗн куртӑм-ха эпе! — Эпӗ сире сӑлтавне те каласа парӑп. Унсӑр пуҫне вӑл хӑйӗн ҫине шанма та пултараймасть, хӑйне тумлам та хисеплемест: нимӗнле те хӑйне хӑй шантарма пултараймасть. — Мана? Нимӗн те мар! Кӗҫех пирӗн ҫӗр хӑвӑлӗнче утса ҫӳреме те тӑвӑр пулать: темӗн чухлӗ хӗрарӑм, сулӑм пама кӗтекен тӗрлӗ халӑх тулса ларать, хурахсен ӑҫта пурӑнмалла вара? Алексей хӑйне валли пӗр тӑшманне суйласа илсе, ыттисене куҫран ҫухатмасӑрах, ӑна прицел хӗресӗ тӗлӗнче тытса, ун ҫинелле ыткӑнса пычӗ. Ҫав стена леш енче маркиз — те чӗрӗ вӑл, те вилӗ. Пӑван нумайччен чӗнмесӗр выртрӗ те унтан: — Вӗсене куракан ача-пӑчасем апельсинпа банан хупписемпе персе йӑпанма курпун е мӗнле те пулин урӑх уксах-чӑлах кирлӗ пулнӑ. «Эсӗ манӑн арӑмӑм…» тесе пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллисемпе питне хупласа, унтан чӗркуҫленсе ларчӗ. Малтан вӑл хӑй шикленнине палӑртмасӑр итлерӗ, юлашкинчен, ним тӑваймасӑр, сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, кухня тӑрӑх чупкалама пуҫларӗ, ӑнтан кайса пӑшӑлтатрӗ: — Пӗтрӗмӗр! — Акӑ сана! Вӑл хӑйне чарса тӑма хӑтланнӑ Огнянова тӗртсе, хапха патнелле тапса сикрӗ. — Факт! Кӗмсӗрт, кӗмсӗрт. — На брассы! Тӗрӗс, вӑл ун пирки нихҫан та шухӑшламан. Кун ҫинчен эсӗ манран урӑх пӗр сӑмах та илтейместӗн. Папа облаҫӗн порчӗсем урлӑ илсе килме май ҫук, ҫавӑнпа та Тосканӑна илсе килсе, унтан Апеннин тӑвӗсем урлӑ ӑсатмалла пулать. — Сахал мар та, анчах Романьере пит ҫинче хӗҫпе каснӑ суран йӗрлӗ, сулахай алли чӑлах та кӑвак куҫлӑ, хура ҫӳҫлӗ ухсах ҫынсем нумаях мар ҫав. Фово проливӗнчен хӗвелтухӑҫнерех «Сидней-Ков» шлюпкӑн пилӗк пулӑҫи хӑйсен пурӑнӑҫне дикарьсен кӗрекинче пӗтернӗ. Халиччен Андрей ҫапӑҫӑва хутшӑнас ӗҫ ҫине урӑхларах пӑхатчӗ. Вӗсем аякран ертсе пынипе козаксем хушшинченех суйласа лартнӑ гетмансем околицӑсемпе куреньсене полксемпе тӗрӗс округсене пӗрлештернӗ. — Шаповаленко, ан тавлаш, — хутшӑнать Ромашов. Халь сире, — терӗ вӑл мана тата Володьӑна, хӑйне пӳлесрен хӑранӑ пек васкарах калаҫса, — сире, ҫула тухса кайма та вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ, эпӗ кунта ҫӗнӗ ҫулччен пурӑнатӑп, вара Мускава, — унӑн каллех чӗлхи ҫыхланчӗ, — арӑмпа тата Любочкӑпа пӗрле пыратӑп. Ҫав-ҫавах пӗр евӗрлӗ пейзаж та ҫав-ҫавах нимӗн те ӳсмен тӑпра ҫеҫ пулчӗ. — Няня, Триллине шыв парӑр-ха часрах… Унӑн тутисем майӗпен-майӗпенех кулма пуҫларӗҫ те, вӑл хурлӑхлӑ та ҫепӗҫ сасӑпа: «Ирт кунталла, тусӑм, килсем, пирӗштийӗм», — терӗ. Макарӑн пичӗ кӗрен пӑнчӑсемпе чӑпарланчӗ, куҫӗнче темскер хуралса килчӗ. Арӑмӗпе Мирон Митя тавра асӑрханса, вӑл хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ пек ҫӳрерӗҫ. Анчах эпӗ ку таранччен ҫак ӗненӳрен ҫӗнӗ шухӑшсем тупнипе, хама епле тыткалассин тата малашне мӗн тӑвассин планӗсене палӑртнипе кӑна йӑпантӑм; ман пурнӑҫ вара ҫав-ҫавах вак-тӗвекпе аппаланнипе, урӑм-сурӑм та ӗҫсӗр-хӗлсӗр иртсе пычӗ. Хам савса юратакан Дмитри тусӑмпа — тепӗр чухне эпӗ ӑна, хам кӑна илтмелле, ытарайми Митя тетӗп — калаҫнӑ чухне ырӑ ӗҫсем тума шухӑшланисем ман туйӑма мар, ӑсӑма кӑна килӗшрӗҫ-ха. — Анчах лешсене хисеплеме май ҫук, кусене вара эпӗ хисеплетӗп. — Ия, сэр, эпӗр унта иккӗн… Вуннӑран кая мар шуса ҫӳрекен ҫак хӑрушӑ чӗрчунсем омбу йывӑҫҫине хӑйсен ҫивчӗ шӑлӗсемпе тапӑнса хупӑрласа илнӗ. Конституци комиссине туни тата унӑн задачисем Юлташсем! Галилей патне каҫсерен тенӗ пек тусӗсем, пӗлӗшӗсем, хӑш чух тата пӗр палламан ҫынсем те пыра-пыра ларнӑ, вӗсем пурте пысӑклатакан трубапа Уйӑха хӑйсем курасшӑн пулнӑ. — Юрать. Художнике темле кӑмӑла пӑсакан ӑнланмалла мар туйӑм ҫавӑрса илчӗ, вӑл портрета ҫӗр ҫине лартрӗ. Ҫакӑн пек пуласран пуринчен ытла хӑраса тӑраттӑм та эпӗ. Бокинс та нимӗне те алӑран вӗҫертмен маттур пулнине куратӑп. Пирӗн халь малалли ӗҫсем епле ҫавӑрӑнса каяссине кӗтсе тӑмалли ҫеҫ юлать. Вӗсем Назанский хваттерне ҫитнӗ ҫӗре тӗттӗмленнӗччӗ ӗнтӗ. Тухас умӗн пусма ҫинче ура сасси илтӗнчӗ — ҫуртана хӑвӑртрах сӳнтертӗмӗр те пытанса лартӑмӑр; куратпӑр — пирӗн старик килет; хӑрах аллинче ҫурта, тепринче — пӗр ҫӗклем кивкирӗк, хӑйӗн сӑнӗ-пуҫӗ сапаланчӑк — тин кӑна ыйхӑран вӑраннӑ тейӗн. Веткин каллех Ромашов патне пычӗ. — Акӑ, — пуҫларӗ, юлашкинчен, Павел Петрович: — акӑ сире ку чухнехи ҫамрӑксем! Акӑ вӗсем пирӗн наследниксем! Гаррис хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Анчах кун пек тупӑшшӑн тытӑнса пӑхма та юрать. Эпӗ ӑна питӗ пӗлес килет тесе тепре каларӑм. Ҫапла эппин: стариксене нимӗн те каламастпӑр. Эсир юланутпа тӗлӗнмелле лайӑх ҫӳреме пӗлнинчен эпир пурте тӗлӗнсе кайрӑмӑр. Ну, халӗ эпӗ сана нушаран пытарӑп. Пӗр ҫул ҫеҫ юлать: май килнӗ таран пиратсене нумайӑшне вӗлермелле, вӗсем хӑйсен хура ялавне антариччен е «Испаньола» ҫине ларса тинӗсе кайичченех вӗлерес пулать. Юлташӗсем енне ҫаврӑнса, вӑл хӑш ура камӑн иккенне уйӑрса илчӗ; анчах сасартӑк ӑна Терек леш енче темӗн шӑмпӑртатнӑ пек илтӗнсе кайрӗ, вара вӑл уйӑхӑн тепӗр май ҫаврӑннӑ ҫурли айӗнче ҫутӑлса килекен тусен хӗррисене, леш енчи ҫыран йӗрӗ ҫине, Терек ҫине тата ун тарӑх халь уҫҫӑнах курӑнса юхакан туратлӑ пӗренесем ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӗ. Унта хӑв та колхозшӑн сасӑла, ҫумӑнти вӑтам хресчене те ӳкӗтлесе ҫавӑр. — Хӗрӗм, савӑн ман сӑмаха итлес пулать. Половцев, пӗчӗк сӗтел умӗнче, шаль тутрипе карнӑ кантӑка хирӗҫле ларать, темскер ҫырать. Дик Сэндпа ун юлташӗсем ҫӗр хӑвӑлне таврӑнчӗҫ. Ун юхӑмӗ те унчченхи пек вӑйлӑ мар. Автор епле майпа куҫса ҫӳрени. Ҫав каҫсем ҫуллахи шуҫӑм пек ялкӑшса иртнӗ. Ку вара сана, — тулли кӑмӑлпа ӑнлантарса пачӗ Квакин Фигурӑна. Паян вӑл уроксенчен тарчӗ, класа та каймарӗ: кӑнтӑрларанпа мӗн каҫ пуличченех кахалланса ҫӳрӗ ӗнтӗ, ыран вара манӑн ӑна лектересех пулать — йывӑр ӗҫ тума кӗртсе лартас-ха. Вӑл проводнике темӗн ҫинчен асӑрхаттарсан, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑйӗн лашисен умне пырса тӑчӗ те вырӑнтан тапранса кайрӗ. Хӑй тӳссе ирттернӗ инкексем ҫинчен ытти ҫынсем сӳпӗлтетнине итлеме ӑна калама ҫук йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, кӑмӑлне пытармасӑр, ҫутӑ ҫӗре тухрӗ. Нимӗнле хӗрарӑмсене те — ни-ни! Пӗр сӑмах та каламастӑр. — Пирус пачкине кӑларчӗ те, чӗтрекен пӳрнисемпе пируса ниепле те чӗпӗтсе илеймесӗр, чылайччен аппаланса тӑчӗ. — Одинцова нихӑш органӗпе те хускалмасть, анчах вӑрттӑн пӑлхану ӑна пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫавӑрса илме пуҫланӑ… — Техасри мустангсен йӑли ҫавӑн пек, ҫӗр ҫӑтасчӗ вӗсене! Ҫав самантрах вӑл аллисемпе хӑйӗн тӑнлавӗсене сӑтӑркаласа илчӗ, обходсем тунӑ чух вӑл унччен малтан та Комиссар умӗнче чарӑнса тӑркаланӑ, унпа фронтри ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен калаҫкаласа илнӗ. Ҫын. Анчах Синопа пуринчен ытла Пӗччен Бизонпа Отакине юратнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен амӑшӗпе Тсистсаки хӗртенех юлташлӑ пулнӑ, ҫитменнине тата ачапа йӑмӑкӗ юнашар вигвамра пурӑннӑ. Тӳрӗ кӑмӑллӑ йӑваш Оперова эпӗ пӗлетӗп ӗнтӗ; халӗ мана калама ҫук ӑслӑ, ҫивӗч Зухин, ҫак ушкӑнта чи маттурри пек туйӑнса, ҫав тери хытӑ килӗшет. Чӳрече патӗнче атӑ ҫӗлесе ларакан Николай, ун сӑмахӗсене ҫирӗплетсе, пуҫне сулчӗ. Ку вӑл — юрать-ха! Авӑ вулаканни, авӑ тата тепри, куратӑн-и? — куҫӗсем кашкӑр ҫуринни пек, — вӗсем Корчагинпа Жаркий. — Юрӗ, Гек, килӗштерер. — Анчах Дик тусӑм мана, эпӗ хама лайӑх тытсан, резина йывӑҫне кӑтартӑп тенӗччӗ. Резина йывӑҫне курас килет! Хӗрхенчӗ. Каштанка хӑрлатни ҫине нимӗн ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр, сысна хӑйӗн ҫавра сӑмсине ҫӳлелле ҫӗкленӗ те хавассӑн хрюклатса янӑ. Чаплӑ-салхуллӑ юрӑсем кунта пӗр хутчен мар янӑранӑ, казаксем хӑйсен ҫемйисемпе пӗр хутчен мар ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ, анчах уйрӑлу хуйхине кунта казаксен лара-тӑма пӗлмен маттурлӑх хӑвачӗ яланах пусарнӑ; унсӑрӑн питӗ кичем казака ҫак ҫутӑ тӗнчере. Вӑл аллине кисть ярса илчӗ те хатӗрлесе хунӑ пир патне ҫитсе тӑчӗ. Пиншер мирлӗ те ырӑ хуласем ҫӗр пичӗ ҫинчен ҫухалчӗҫ, анчах ҫак юнӗ куртизанка, аскӑн, пуҫкасакансемпе ашкӑнса пурӑннӑ хула кӑшт хӑранипех ирттерсе ячӗ. Александра майра-патша та унӑн рыцарӗ Георгий. Ҫавӑн хыҫҫӑн Волошин стоянкӑра нумай тӑмарӗ. Лантенак ӑна хӑйӗн ырӑ ӗҫӗпе парӑнтарчӗ. Эсӗ ӑслӑ хӑтлантӑн; пирӗн йӳҫӗ те чӑркӑшлӑ, хусахла пурӑнӑҫ валли ҫуралман эсӗ. Эсир ӑна мӗнле ӑнланма пултарнинчен эпӗ тӗлӗнетӗп…. Йӑлтӑркка хӗвелпе ҫутӑлнӑ, ыйхӑран вӑранакан пурнӑҫпа лӑк тулнӑ ҫак ҫурхи кун мӗншӗн ҫакӑнта килчӗ-ши Андрей? Анчах эпӗ ӑнсӑртран сиксе тухнӑ хамӑн хӗрӳлӗхӗме тытса чартӑм та, астӑватӑп-ха, кил ҫулӗпе утма пуҫланӑ май:— Тӗшмӗшлӗхе ертӗр пулас эсир хӑвӑр та, хаклӑ Ванюкӑм, — мӑкӑртатса илтӗм сасӑпах. Ҫапах та вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри хӳтлӗх патне ҫитрӗҫ те, пӗтӗмпех чӑрмаланса пӗтнӗскерсем тата йӗпенсе шӑнса хытнӑскерсем, парӑс карса тунӑ хӳтлӗхе пытанчӗҫ. Вӗсен тумтирӗсенчен шыв тумлать, анчах кашниех манпа пӗр пек инкек куракан юлташсем пур хӑть, тесе хӗпӗртерӗҫ. — Аптрамалла, — пӑшӑрхана пуҫларӗ Спиридончо та. — Мӗнле Денис тата? Вӑл ула-чӑла платьепе, урисене усса ларать. Пӗрре канлӗн прерири сӗткенлӗ курӑка ҫисе ҫӳрекен, тепӗре кашкӑрсемпе хӑлатсем тапӑннине сире-сире яракан лашапа хайхи пуҫсӑр юланут вӑрман утравӗ тавра канӑҫлӑн ҫӳрет. — Вӑт! — терӗ вӑл, тем каласшӑн пулса. Ҫавӑнпа та эпӗ халӗ хам йӗнер ҫинче чӗтресе ларатӑп, акӑ мӗншӗн эпӗ хама Морис Джеральд тискер ӳсӗр ҫынсен аллинчен хӑтарнӑ кунтанпах канлӗн выртса ҫывӑрма пултараймастӑп… Вӗсене алӑ сула-сула, кӑшкӑра-кӑшкӑра саламлама тытӑнчӗҫ. Айӑк пӗрчипе вӑл пистолетӑн ҫивчӗ кӗтессисене туять. Ҫапах та вӑл хускалмарӗ; тен, тӑшман, ӑна вилӗ вырӑнне хурса, иртсе кайӗ. Анчах, эп шутланӑ тӑрӑх, ҫыннӑн пурнӑҫӗ йӗркипе мораллӗ ӗҫе-хӗлӗ хушшинче килӗшӳлӗх ҫукки чӑнлӑхӑн чи тӗрӗс палли пулать. Пурӑнасса вӑл ытлашши тасах пурӑнмасть; ҫапла пӗрреччен эпӗ асӑрхаттарни ҫине вӑл; «пӳртре пурнӑҫ шӑрши пулмалла», тесе тавӑрчӗ. — Ложементсене атакӑларӗҫ, — йышӑнчӗҫ — французсем ҫав тери нумай резерв илсе пырса тӑратрӗҫ — пирӗннисене атакӑларӗҫ — пирӗн мӗн пурри те икӗ батальон ҫеҫчӗ, — терӗ хайхи, каҫхине килсе кайнӑ офицерех, хашка-хашка, сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа, анчах пӗр именмесӗр-тумасӑр алӑк патнелле утса. — Э-э-э, савнӑ ҫыннӑм, аван мар кун пек, пӗртте аван мар, — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ старик. Темӗн каларӗ вара «Юбиляра пур вӗренекенсемпе ҫыхӑнтарса тӑракан туслӑх» ҫинчен. Хӑюллӑ ҫулҫӳревҫӗсем иртни ҫинчен манчӗҫ, малашне мӗн пуласси ҫинчен те шухӑшламаҫҫӗ, вӗсем хальхишӗн кӑна хавхаланаҫҫӗ. Карчӑк алӑка шак хупса та хучӗ. Анчах хуҫи хирӗҫ чӗнмест, унӑн хырӑмӗ те, урисем те хып-хытӑ, сип-сивӗ, кире пуканӗсем пек йывӑр. Ним латсӑрла шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ ҫак каҫ унӑн пуҫне — пӗччен шухӑшсем, е салху, е хӑрушла, е ачанни пек пули-пулмилле те кулӑшласкерсем. (Евдоксия «ҫын» теес вырӑнне ялан господин сӑмаха каланӑ). Вӑл тумланса та ӗлкӗреймерӗ, кельнер ӑна икӗ господин килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Халех ӗнтӗ, 1878 ҫулта, христиан ҫӗршывсенче юлнӑ ытти чурасене ирӗке кӑларнине пирӗн курас пулать. — Кӑнтӑр Австралинче ҫулҫӳренӗ чухне нимрен те хӑрамалли ҫук вет? — терӗ хирӗҫлесе Гленарван. Сквайрпа иксӗмӗр тӗмесен ӑшне персе ятӑмӑр. Анчах пире шайласа ҫеҫ пеме тиврӗ, ахӑртнех, эпир пенисем те харама кайрӗҫ пулмалла. Ҫавӑнпа вӑл Артона малалла шырас пирки те, мировой патне каяс пирки те, ытти майсем тупас пирки те урӑх шарламарӗ. Чӑнах та шыв вырӑнне вулканӑн вӗресе тӑракан чуста евӗрлӗ япаласем курӑна пуҫларӗҫ. Ҫаврӑнӑҫусӑр хӗсӗнкелесе, тӗрткелешсе, партие илнӗ тӑватӑ ҫын ытти коммунистсене пурне те ал парса тухрӗ; ҫав вӑхӑтра халӑх, шавласа-кӗрлесе, алӑк умне пырса кӗпӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах Давыдов кӑшкӑрса ячӗ. Ҫитменнине вӑл, ҫав ССР Союзӗ просто пурӑнать кӑна мар, ӳсет те иккен, ӳсет кӑна мар, ӗлкӗрсе пырать иккен, ӗлкӗрсе пырать кӑна мар, ҫӗнӗ Конституци проектне те тӑвать иккен, ҫав проект ҫынсен ӑс-пуҫӗсене тапратать, пусмӑрти классене ҫӗнӗ шанчӑк парать. Сасартӑк вӑл пусма тӑрӑх пӗр ҫын шуса хӑпарнине, кӑшт аяларах такам пуҫне ҫӗклесе пӑхнине курчӗ. — Ҫитет, Марья! — терӗ вӑл. Ҫитет те вӑл, мур, алран ярса тытса, шӑлӗсемпе ҫӳлелле ҫавӑрса пӑрахнӑ сӳрене самӑр лаша туртнӑ пек, мана ҫавӑтса та каять. Эпир нумайччен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшларӑмӑр, хамӑр хушӑра тӗрлӗ пренисем ирттертӗмӗр, вара — пурте кӗме йышӑнтӑмӑр! Мана вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗпе унӑн ҫыннисем ҫинчен хамӑн шухӑшсене уҫҫӑнах каласа парас тӗлӗшпе эпӗ вӗсем патӗнче сахал пурӑнни ҫинчен, кашни халӑхӑн пурнӑҫ йӗркисемпе йӑлисем урӑхла пулни ҫинчен асӑрхаттарчӗ те, калаҫӑва урӑх япала ҫине куҫарчӗ. Вӑл вырӑнтан тӑнӑ та лашине пӑхкаласа илнӗ. — Эпӗ ку таранччен вӑрман урлӑ каҫса курман, анчах пӗр иккӗленмесӗрех калатӑп: ҫула ҫӑмӑллӑнах тупӑп — эпӗ пампӑра сул ҫӳреме хӑнӑхнӑ ӗнтӗ. Ҫак илемлӗ климат хӑйне юраттарса пӑрахтарать, Венӑсӑр, эсир мана ӑнланатӑр, мадам, ҫывӑх ҫынсӑр пурӑннӑ чухнехи пекех йывӑр. Хӑрушӑ пулса кайрӗ, вара эпӗ кунтан мӗнле те пулин тарма шут тытрӑм. Иккӗмӗш вырӑн кунта ниме юрӑхсӑр; кам пӗлет ӑна, ҫитме пултаратӑн-и эсӗ пӗрремӗш вырӑна? Эпӗ ӑна каланӑ цифрӑсем тӗрӗс пулсан, короле ҫакӑ тӗлӗнтернӗ; государство епле, ахаль ҫын пек, ҫав тери ытлашши тӑкаклама пултарать? Ирхине пассажирсем пурте палуба ҫине тухма пуҫларӗҫ. Вӑл, хӑйӗн упӑшки пек харампыра пысӑк ӗҫ шанса панӑ ҫынсем умӗнче намӑс пулнӑран, Виктора вӗлерме те хатӗр, тесе кӑшкӑрать. — Хуллентерех, ачасем, нимӗн те илтӗнмест! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл ответлӑ секретарь пӳлӗмне кӗрсе тулнӑ хытӑ калаҫакан комсомолецсене. Анчах эпӗ пуҫа сулса, мана ку апатсем те ҫиме юрӑхлӑ маррине ӑнлантарса патӑм. Шуралса килекен кунӑн шупка ҫутинче, аран-аран кӑна палӑракан горизонт хӗррипе хутшӑнса кайнӑ хура пӗлӗтре, тинӗс хумӗсем вӑрттӑн шавланинче, виле пытарма хатӗрленнӗ чухнехи пек темле йывӑрлӑх палӑрса тӑрать. Ҫӳлте ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх вут йӑртӑкӗ хӑварса бомбӑсем шӑхӑра-шӑхӑра иртрӗҫ; суллахайра тепӗр блиндажа кӗмелли шӑтӑк курӑнса тӑчӗ, вӑл шӑтӑк витӗр матроссен урисемпе ҫурӑмӗсем курӑнчӗҫ, ӳсӗр сассисем илтӗнчӗҫ; мал енче тар нӳхрепӗ курӑнса кайрӗ, нӳхреп тӗлӗнче пӗрмаях ҫынсем хӗвӗшрӗҫ, нӳхрепӗ тӑрринче вара хура пальто тӑхӑннӑ ҫын палӑрчӗ, вӑл аллисене ик кӗсьине чикнӗ те, пульӑсемпе бомбӑсем шӑхӑрнине пӑхмасӑрах мишуксемпе йӑтса килекен тӑмлӑ ҫӗре таптаса-хытарса тӑчӗ. Ӑна питӗрсе лартма ниепле те май килмен. Часах экипаж халран кайнӑ. Помпӑсем трюма тулакан шыва авӑсса кӑларма ӗлкӗреймен. Пӑтранчӑкрах ҫутӑ тӳп-тӳррӗн ҫав ҫын пичӗ ҫине ӳкетчӗ, Ромашов вара хӑй ҫурма ротин сулахай флангри салтакне — Хлебникова — палласа илчӗ. — Каҫарӑр, Адам Иванович, эпӗ халех, — чарчӗ ӑна Ромашов. Ун хыҫҫӑн — эсир. Вӑл ун ҫинчен пӗлмен те-и? Эпир вӗт пӗр-пӗччен ултӑ патшалӑхӑн ҫарӗсене хирӗҫ ҫапӑҫатпӑр. Малалла хӗрарӑм ларакан диван тӗлӗнче, лапочкӑна пӑхасси ҫеҫ юлчӗ. Хуҫа пулса юл ҫакӑнта, манӑн мӗн кӑна пур — пурте санӑн; кӑмӑлу пулсан, аҫу патне таврӑн, — эсӗ ирекре. — Да, да, тархасшӑн. Чӑнах та! Осадчий, Шульгович полковник пекех, хайӗн никамра ҫукла хӑватлӑ та ҫав тери илемлӗ сассипеле, ҫаплах тата тем пысӑкӑш пӗвӗпе те хӑраса каймалла вӑйӗпеле полкра ҫеҫ мар, пӗтӗм дивизийӗпех чапа тухнӑ. — Эсир ҫынсен вӑрттӑн ӗҫӗсене яланах пӗлсе илетӗр-и? — терӗ вӑл. Ҫак самантра тулалла тухмалли алӑксенчен пӗри (хыҫалти алӑк пулас) уҫӑлса кайрӗ те, ҫине халат, лӑпсӑркка пуҫӗсем ҫине темле тимӗр кӗпҫесем лартнӑ пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ хӗрарӑм, сӑмса айӗн темӗн мӑкӑртатса, килхушшине ҫӳп-ҫап тултарнӑ питӗ лайӑх витре йӑтса тухрӗ. Эпир унпа кунӗпех пӗрле ҫӳрерӗмӗр, вӑл, эпӗ сире ӗнентерсе калатӑп, питӗ лайӑх ҫын. Юлашкинчен, виҫҫӗмӗш хут ку хӗл эпӗ Володя савакан хӗре юратса пӑрахрӑм, вӑл хӗр пирӗн пата та пырса ҫӳретчӗ. Эп суйма ухмах-им? Анчах ҫав кукӑле ҫиме пӳрнӗ ҫыннӑн малтанах шӑл тасатмалли щеткӑсем ытларах хатӗрлесе хурасчӗ, вӗрен пусмана ҫисен унӑн вар-хырӑмӗ те акӑш-макӑш ыратма пуҫлӗ ӗнтӗ. — Ах, каласа-амӑр, мӗнлерех эрлӗк ҫакӑ маншӑн! Ҫитет пытанмалла выляни! — терӗ хыттӑн. Нимӗҫсем Терентий Жигалова ярса иличченех ҫапла шухӑшласа пынӑччӗ вӑл. Куҫӗсене чарӑлтарса, вӑл тӗттӗм ҫине хаяррӑн пӑхса выртрӗ; ача чухнехине аса илнисем ӑна пӑхӑнтарайман, ҫитменнине тата вӑл юлашки вӑхӑтри йӳҫӗ аса илӳсенчен те хӑтӑлайман-ха. Анне вӑтанса кайрӗ. Вӑл, чӗре хаваслӑхне хаклӑ йышши чулсен ялтӑркка ҫуталӑвӗнче, Египетӑн ырӑ шӑршӑллӑ сухӑрӗсен ароматӗнче, ҫӳхе пусмасен ачаш сӗртӗнӗвӗнче, сӗтеклӗ кӗвӗре, нинуансен тӗрӗсемпе эрешленӗ потирӗнчи выляса тӑракан йӑлтӑр-йӑлтӑр хӗрлӗ эрехӗн техӗмӗнче тупма пӗлекенскер, — лӑпкаса ҫупӑрлама юратнӑ вӑл ҫаплах арӑслансен хӑрамалла сивлек ҫилхисене, хура пантерӑсен пархӑтлӑ ҫурӑмӗсене, тумхаллӑ ҫамрӑк леопардсен ҫемҫе ура лапписене; юратнӑ тискер кайӑкссн мӗкӗрӗвне итлеме, вӗсен вӑйлӑ та илемле хусканӑвӗсене курса, вӗсен хаяр та вӗри сывлӑшӗн шӑршине туйса тӑма. — Авӑ ҫынсем епле юратаҫҫӗ, — терӗ Наталья сасартӑк. — Анчах ҫар сучӗ тума вӑл ҫапах та килӗшрӗ. Вӗсем ахаль мар ӗнтӗ ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Пӑсса пӗтеретӗр пӗтӗмпех эсир Виктӑра. Пурнӑҫ хӑрушӑ та юмахри пек лайӑх, ҫавӑнпа та Раҫҫейре мӗнле кӑна хӑрушӑ япала ҫинчен каласа ан пар, ӑна вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑм ҫӗҫӗсемпе те ытти тӗлӗнтермӗшсемпе мӗнле кӑна ан илемлет, итлекен чунне вӑл пурпӗрех чӑн пулнӑ ӗҫ пек пулса кӗрет, ӑна-кӑна лайӑх чухлакан-пӗлекен ҫын та пулин шавламасть, каласа параканӗ ҫине ӗненмесӗр пӑхса илнипех ирттерсе ярать. Ҫула майлӑ ҫил пире часах утрав патне ҫитерӗ. Унта мула шыраса тупас тӗлӗшпе нимӗнле йывӑрлӑх та пулас ҫук. Пирӗн вара ҫав тери нумай укҫа пулӗ, эпир ӑна ҫиме те, ун ҫинче шыва кӗме те, вӗсене шыва ывӑтма та пултарӑпӑр. Кӑна Катька лайӑхах астӑвать, — вӑл вӗт ун чухне самаях пысӑкланнӑ пулнӑ. Чыса юратни, вӗҫӗмсӗр чыса юратни вӑл пӗтӗмпех чӗлхе айӗнчи пӗчӗк хӑмпӑ ӑшӗнче булавка пуҫӗнчен пысӑках мар ӑман пурринчен килет. Юргин штаба пур ӗҫе те вӑр-вар тӑвакан Петро Семиглаза ячӗ. Анчах ун вырӑнне кайран карап Сан-Францискӑна ҫити Америка ҫыранӗ хӗррипе епле май пӗр чарӑнми ишӗ. — Ман вара пур, чӑннисемех — анчах ватӑ туссем мар. Инҫех мар тепӗр ушкӑн ҫурт пур, вӑл форт текен ҫурт ушкӑнӗнчен пысӑках мар. — Чар, Болтон, чар! — кӑшкӑрчӗ Халл капитан. Калпакӗ айӗнчен пӗр пытармасӑр кӑларса хунӑ кӑвакарса пыракан ҫӳҫ пайӑркисем тӑрӑх шутласан, ӑна ытларах пама пулать, анчах калама ҫук ҫепӗҫ, илемӗ ҫухалман тата пӗркеленчӗксем ытла палӑрман пичӗ тӑрӑх, уйрӑмах йӑрӑ та пысӑк куҫӗсем савӑккӑн йӑлтӑрани тӑрӑх шутласан, вӑл ҫамрӑкрах темелле. Кусем — икӗ сарлака хушӑк; вӗсене варринчи хушӑри витӗмӗн ҫӳл енне касса тунӑ та, хырӑм пуснипе вӗсем хытӑ хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ. — Его величествӑн тупӑшӗсем пӗтӗмпех канцлер аллинче, — терӗ вӑл. Пӗтӗм ӗҫ формӑра; закон каҫарма тивӗҫ айӑппа киревсӗр ӗҫе пӗр-пӗринчен мӗнпурри те гербовӑй хут листи кӑна уйӑрса тӑрать. Ку, тет, ӳсмест, тепри, тет, ӳсмест. Ҫакӑн ҫинчен Дик Сэнд Уэлдон миссиса каласа парсан, лешӗ хӑй те Негорӑна питех шанманни ҫинчен пӗлтерчӗ, анчах мӗншӗн ун компаса юри пӑсмалла-ши — сӑлтавне вӑл та курмасть иккен. Сасартӑк ӑна темӗскер килсе тӗртрӗ: Тауко ун ҫумнех пырса перӗнчӗ, вӑл чӗвен тӑрса ҫӗкленчӗ, вутлӑ карта урлӑ кашкӑр виллисенчен пӗррех сиксе каҫса тӗксӗм ҫӗре вӗҫтерчӗ. Инҫетре ачан пӗчӗк сасси илтӗнчӗ: — Сывӑ пулӑр! — Ну, тӑн-пуҫӗ те унӑн! — теҫҫӗ. Куҫа курӑнман юрӑ ӑстин кулӑшпа ҫӗкленсе тухакан сасси трюм ӑшӗнчен янӑранӑ: Эх, мужикӗм, мӑн сухал,Саншӑн йӳҫҫи те сахал… Мӗнле саккунпа? Вулич пульӑсем ҫинчен те, чеченецсен хӗҫӗсем ҫинчен те шухӑшламан: вӑл хӑйӗн телейлӗ понтерне шыраса тупнӑ. Сасси унӑн пӗчӗкчӗ, анчах ывӑнма пӗлменскерччӗ; вӑл трактирӗн тӗттӗмри шавӗ витер кӗмӗл хӗлӗх пек янтӑраса тухатчӗ, хурлӑхлӑ сӑмахӗсем тата йӑнӑшса кӑшкӑра-кӑшкара илнисем пур ҫынсене те ҫӗнтерсе илетчӗҫ, — ӳсӗррисем те тӗлӗнсе йӗркеллӗ ҫынсем пек пула-пула каятчӗҫ, ним чӗнмесӗр хӑйсен умнелле сӗтелсем ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, манӑн вара чӗре ҫуралсах каятчӗ, вӑл ырӑ музыка чун варринченех пырса тивнипе яланах вӑратакан пит хӑватлӑ кӑмӑл-шухӑшпа тулса каятчӗ. Унӑн ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне вилсен тертленнӗ пек тертленмелле пулмасть. Разметнов ура ҫине тӑчӗ:— Кунта, граждансем, мӗн тумалли ахалех паллӑ! — Хапхи — юрӗ-ха вӑл, анчах эсӗ, Софья Ивановна, электроэнерги вӑрлама тытӑнсан, асту, ырӑ кураймӑн!.. Эпӗ кунтан усалтарах условисенче те ҫул тупса пыркаланӑччӗ. Анчах та халӗ вӑхӑтлӑха чӑтса тӑрасах пулать… Кашни пусмассерен унӑн ури айӗнчен шыв пӑчӑртана-пӑчӑртана тухать те, вӑхӑтлӑха лапчӑтнӑ мӑк вара ун хыҫӗнчен темӗнле лӑчӑртата-лӑчӑртата тӳрленсе пырать. Кӗркунне вӑл ӑна уҫман, мӗншӗн тесен ӑна уҫнӑ пулнӑ. Хӑйӗн пӗтӗм запасӗсене тӗрӗслемелле. — Мӗнле, Российӑра сирӗн хӑвӑрӑн ҫурт пур-и? — ыйтрӗ Лукашка, калаҫу пуҫарса. Ҫӑлтӑрсем Ҫӗр ҫинчен кӑна йӑлкӑшса курӑнаҫҫӗ. Полевой командирсем унӑн ӗҫне курса тӑнӑ, ӑна асӑрханӑ, вара вӑл хӑвӑрт ҫӗкленсе кайнӑ. Ҫынсем мӗн курса-чӑтса ирттерни, мӗн туни иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ тахҫан пулассӑн туйӑнатчӗ, халӗ тесен вара ҫавӑ пӗтӗмпе хӑрушӑ тӗлӗк пек асран та каймасть. Кама? — Ухмах! Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсем, хӑйсене хыҫалтан хӑваласран хӑранӑ пек, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ. Вӑл ҫип сӳтет мӗн, ҫиппине пӗр офицер мундирӗ тӑхӑннӑ хӑрах куҫлӑ старик аллисем ҫине каркаласа тытнӑ. Ача пӗр самантрах куҫран ҫухалчӗ. Лашасене тӑварнӑ ӗнтӗ, рота обозӗ плошадьре тӑрать. Ҫӑлкуҫ патӗнче Марийка кӗпине пуҫтаркаласа ларчӗ, Андрее аллинчен тытрӗ. Айртона допрос туни Гленарваншӑн ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Халь унӑн мӗн тумалла пулать-ха? Пурӑнасса вӑл никам сисмелле мар пурӑнчӗ, хӑйне аяла чӗнмесен, пӳлӗмсене те кӗмерӗ. Виҫҫӗмӗш точка! — Вӑл Лини ҫине килнӗ вӑхӑтра эпӗ подпоручикчӗ, — хушса хучӗ тата, — горецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑшӑн мана кунта икӗ чин пачӗҫ. Ҫапла сӑмахсӑр ӳпкелени Елена чӗрине пуринчен те ытла ыраттарать. Ун пек чухне вӑл ӳкӗннине мар, амӑшне вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗрхеннине туять, — ҫак хӗрхенӳ ӳкӗнни евӗрлех туйӑнать. — Апла эпир вӗресе тӑракан вулкан пырӗнче тӑратпӑр-и? Хӗҫ, сывлӑшра йӑлтӑркка пӗкӗ туса, кӑвак картуз тӑваткалӗ ҫине вӗҫсе анчӗ. — Мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? Вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ, анчах унӑн ӑшӗнчи пурнӑҫӗ вилесшӗн мар. Аам ывӑлӗсем пулманни, — хӑйне хӑех тапса тӑракан пултарулӑх вӑйӗ, Земзе йӑхӗсен ывӑлӗсем пулманни, — уҫӑмлӑ та ҫивӗч ӑслӑх-тӑнлӑх, — Атлантсен канӑҫсӑр та вӗри туйӑмлӑ юнӗнче «шарлантарсах» юхма пуҫлаҫҫӗ. Манӑн чунӑм! Джон Мангльс ӑна сыхласа пыма пулчӗ те Мэри Грант пӑшӑрханма пӑрахрӗ. Хальхи пек мар, лайӑх ача пулас, юсанас тесе кӗлтуса пӑхам тесех шутларӑм. Мӗнпур ҫурт таврашӗ каҫхи тӗттӗме путнӑ. Ну, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук-ҫке: Лбов-и — Лбов… Паганель ун ҫине пӑхсанах вӑл мӗн иккенне пӗлчӗ:— Гуанако ку! — терӗ. — Вӑраха яма та юрамасть, — асӑрхаттарчӗ ватӑ Том. Кам та кам закона хӑй аллине ярса илсе, ӑна хӑй майла пӑсасшӑн пулать, эсир ҫав ҫынсене хирӗҫ кайни ҫеҫ кирлӗ. Республиканецсен хулисем витӗр иртнӗ чух вӗсем пуринчен малтан Ирӗклӗх йывӑҫӗсене кӑкласа пӑрахнӑ, вӗсене вутта пӑрахса ҫунтарнӑ, хӑйсем пӗр-пӗрне алӑран татса, ҫунакан кӑвайт йӗри-тавра тӑрса ташланӑ. Ҫавӑн пек ӑнлантарса панине Сид чӑнласах йышӑннӑ пек туйӑнчӗ. Комбата хӑналамашкӑн Марийкӑн темиҫе хут та кухньӑран пӑраха-пӑраха каймалла пулчӗ. Том Аустин мӗн хушнине итлерӗ, вара ҫавӑн пек тӗлӗнмелле майпа ӑнсӑртран тупӑннӑ кӗленчене часах сӗтел ҫине пырса пачӗҫ; сӗтел йӗри-тавра Эдуард Гленарван, майор Мак-Набс, Джон Мангльс тата ытти хӗрарӑмсем пекех пурне те пӗлесшӗн ӑшаланса ҫӳрекен Элен Гленарван пуҫтарӑнса ларчӗҫ. Сисетӗп те ҫапла калатӑп: эй, турӑ, халӗ ӗнтӗ мана, хӑвӑн чуруна, канӑҫлӑх кӳретӗн… Ку хӑвӑлӑн ҫӳллӗшӗ темиҫе ҫухрӑм пулмалла. — Ҫук ӗнтӗ, шӑнкӑртаттармасан та юрӗ-ха, — хирӗҫлерӗм эпӗ кулкаласа. «Майӑн 24-мӗшӗ» — тесе ҫырса хучӗ ун карандашӑн шӗвӗр вӗҫӗ. «Эпӗ каллех хам мӗн курни-илтнине ҫырса пыма тытӑнса пӑхатӑп. Куҫӑм шӑтса юхтӑр — партизансем… — терӗ те хӑй ҫавӑнтах савӑннипе кӑшкӑрса ярса, хӳме урлӑ кайӑк пек урамалла сиксе каҫрӗ. Пурне те Ерошка кӑмӑл тунӑ. Эп санран юлмастӑп, эп сана мӗн тытичченех йӗрлесе пырӑп… Эпӗ ун аллисене маларах та хӑшпӗр чухне чуптукаланӑ-ха, анчах вӑл вӗсене манран яланах вӑтанчӑк шиклӗхпе васкавлӑн турта-турта илетчӗ. Мӗнпе ӗҫлет вӑл? Ак ҫакна, акӑ… Вӑл тул ҫутӑличченех ӗнтӗ «Гаспара качакасем кӗтме пулӑшма» тури ҫарансем ҫине кайнӑ. ГПУ-н чикӗри постинчен Корчагина унта вӗлерекенсен йӗррине тупни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. — Атьсем, витӗр пӑхса тӑрӑр, малтанласах ӗҫе пӑсса хурар мар. Никонов яланах ҫурӑмне авса ҫӳренӗ, унӑн пуҫӗ ҫинҫе мӑйӗ ҫинче чӗтресе ҫаврӑнкаланӑ. Чӑнах та ӗнтӗ, ун сарлака кӑкӑрӗн икӗ енчи татуировкӑ та чиперех, сентименталлӑ та темелле: флотри художник питӗ ӑстан икӗ кӑвакарчӑн ӳкерсе лартнӑ; Давыдов хускалкаласанах, ун кӑкӑрӗ ҫинчи кӑвак кӑвакарчӑнсем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хул пуҫҫийӗсене вылятсан вара кӑвакарчӑнсем, чуп тӑвӑшнӑ пек, пӗр-пӗрне сӑмсисемпе тӗкӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫеҫ. — Эпӗ халех сире вӑл ыйту ҫинчен статистика юлашкинчен кӑтартса панисене илсе паратӑп, вара хуть те мӗн супӗлтеттӗр унта Мак-Набс, — эпӗ ку цифрсенчен те авантарах кӑтартса панисенчен урӑх нимӗн те пӗлместӗп. Тата эсир пур-и-ха? Эсӗ, Устин, ачаранпах, ҫапӑҫакан автан пек, пуринпе те тӳпелешетӗн. Айта ҫакӑн ҫинчен пупа йӑлтах каласа парар, унсӑрӑн вӑл, ҫынсене култарса, пире венчет туса ярӗ!» Пурӗпӗрех поляксен легионӗсем килмелле вӗт, вот ун чухне вара чӑн-чӑн власть, поляк улпучӗсен влаҫӗ пулать. Чӑтӑр, вӑйлӑрах пулӑр!.. «Ют ҫын тумтирне мӗншӗн тӑхӑннӑ-ха вӑл?» Гриша Фабер каланӑ тӑрӑх, ку ӗнтӗ чӑн-чӑн пысӑк театр пулмалла пек, актерӗсем унта пурте чаплӑ шурӑ гетрсемпе ҫӳреҫҫӗ, калаҫасса та шавлӑ та лайӑх калаҫаҫҫӗ. Вӗсем ун ҫинчен ҫак хӑрушӑ ӗҫ пуҫланиччен пӗр минут каялла кӑна калаҫнӑччӗ. — Ҫук, эсӗ, паллах, тӳсейместӗн, унсӑр ирттерместӗн, пире те ҫирӗп сӑмах усса пырӗ. Эпӗ чӗрӗ чухне эсир нуша курмӑр… Чирлӗ Корчагина хӑйӗн тӑванӗсем патне илсе кайма Корчагинпа пӗр хулара ҫуралнӑ Алеша Коханские хушрӗҫ. Эпӗ ӗнтӗ вӑхӑтӑн тӗлли-паллине те пӗлме пултараймастӑп. Тепӗр икӗ кадровикӗ — белорусс ҫынни Ковальчукпа Урал тӑрӑхӗнчи Медведев — вӑрҫӑра сахалтарах пулнӑ; иккӗшӗ те аманнӑ та Мускав патӗнчи госпитальте юсанса пурӑннӑ-мӗн. — Эпӗ кӗтетӗп, мадам. Ӳсен-тӑранӑн пӗр тӗмне урипе тапса хуҫрӗ те унӑн нимӗрлӗ-шывлӑ какайне чӑмласа тӑранчӗ. «Мӗншӗн ун чухлех илмелле вара?» хурланса каларӗ кӑвакарса кайнӑ жид. — Килет! — Кӳрентерчӗҫ ҫав! — терӗ вӑл. Ҫак ҫӗршыв та, ытти нумай государствӑсем пекех, темиҫе ҫӗр ҫул хушшинче пӗр чирпех асапланнӑ. Эпӗ хамӑн шӑнса ӗнтӗркенӗ йытӑпа пӗрле крыльца ҫине, ҫенӗхе хӑпартӑм, алӑка уҫрӑм та, анчах, яланхи пек пӳрт ӑшӗ вырӑнне, хутсем тултарнӑ темиҫе сӗтел, икӗ хӗрлӗ шкап, вараланса пӗтнӗ чернильницӑсем, пӗр пӑта яхӑн туртакан хӑйӑр тултармалли тӑхлан савӑт, вӑрӑм хур тӗкӗсем татах та темӗн те пӗр курах кайрӑм. Шӑтӑкра ҫирӗм лампӑ вӗҫӗмсӗр ҫунса лараҫҫӗ, вӗсен ҫутипе шӑтӑкӑн алмазран тӑракан стенисем куҫа шартаракан ҫутӑпа ялтӑртатса тӑраҫҫӗ. Вырӑсла кӗнекесене вулама лайӑхчӗ, вӗсенче яланах темскер хам пӗлнӗ, хуйхӑллӑ япала сисӗнсе тӑратчӗ, страницӑсем хушшинче аслӑ типӗри чан сасси чарӑнса ларса пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, — кӗнекине уҫсанах, вӑл хуллен янтӑрама пуҫлатчӗ. Унтан вӑл майор еннелле ҫаврӑнчӗ те пистолета авӑрланӑ-и тесе ыйтрӗ. Вӗсене никам та чарса тӑма пултараймасть. Вӗсем виҫҫӗш те нимӗҫле калаҫма пуҫларӗҫ. — Мӗншӗн эс савӑнӑҫлӑ мар? Каллех урапа сиккеленсе тӑнкӑртатать, пуҫӑм такам чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртать, крыльца патӗнче Лури выртнине куртӑм эпӗ, аллисене хӗреслетсе хунӑччӗ, вилнӗччӗ вӑл, эпӗ ун патнелле туртӑнтӑм та, мана ямарӗҫ. — Закона хирӗҫ каясси кирлӗ те мар. Эпӗ Хохола юрататтӑм, питӗ хисеплеттӗм ӑна, анчах та манӑн ӑна пӗрре хам ҫине е кам та пулин урӑххи ҫине ҫиллентерес, кӑшкӑртас, урисемпе тӑпӑртаттарас килетчӗ. Пӗтӗм сӑнӗ-пичӗпе кӑмӑллӑн та савӑнӑҫлӑн кулса, вӑл пӗр чеелӗхсӗр, савӑккӑн ответлерӗ: — Мӗн вӑрҫи пултӑр унта! Ҫав енӗпе тунӑ хамӑн ирсӗрлӗхсене аса илетӗп те, манӑн сехре хӑпса тухать! Кулӑр, аҫа ҫаптӑр сире, кулӑр! Пӑлхавӑр пӗтрӗ, шуррисене Хура тинӗсе сирпӗтрӗмӗр, эпир каялла таврӑнтӑмӑр. Тарма пултараканнисем, пуҫ каснӑ пек малалла ыткӑнчӗҫ, нумайӑшӗ, сехре хӑпнипе, аяккалла — вӑрманалла сирпӗнчӗҫ. — Суятӑн, чалӑш куҫ! Ҫывӑрмалли пӳлӗме вырнаҫса, вӑл хӑйне ашшӗпе кӑна хӑварма ыйтрӗ. Ҫитменнине тата ҫав типсе куштӑрканӑ шухӑшсем меслетсӗр пӗчӗккӗ, вӗсем ҫинчен каласа парас тесен, яланах темӗн чухлӗ пушшӑн янӑракан сӑмахсем кирлӗ. Ҫук, ҫук. Чӑнах та евчӗ ячӗ вара. — Мистер Бертон, — терӗ полковник, пукан хыҫӗ ҫине таянса хытӑрах сасӑпа, — эсир каллех манма пуҫларӑр. Ҫав вӑрмансенчи ҫӗр айӗ кӑткӑ йӑви пекех пулнӑ, мӗншӗн тесен унта пур еннелле те каякан ҫӗр айӗнчи ҫулсемпе йӑвасем шутсӑр нумай алтса пӗтернӗ. Бурунсем Ыртаракан салхуллӑ ишӳ малалла пынӑ. Монтанелли хӑвӑрт тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ. — Ну, эпӗ сиртен акӑ мӗн ыйтасшӑнччӗ, Николай Петрович, — тӑсрӗ малалла старик, — мӗнле, ман Илюш экзамена лайӑх пачӗ-и? — Ухмаха ертӗн-им? Эп кӗнӗ чух ман пӳлӗмре кӳршӗ именири кантурҫӑ — Никита Назарыч Мищенко ларатчӗ. Малтанхи кун каймалли ҫурма ҫулӗнче вӑл тем пысӑкӑш упа аҫине тӗл пулчӗ. Ҫавӑрӑнчӗ Шило, хӑйне чикме хӑйнӑ ҫынна ярса та тытатчӗ пуль, анчах лешӗ тар тӗтӗмӗнче ҫухалчӗ. Унӑн чӗри каллех ыратнӑ пек карт-карт туса илнӗ. — Вуланӑ. — Туса пӑхасса пӑхман, анчах лайӑх ҫынсем калатчӗҫ. — Мӗн алӑрсене ямалли пур унта? Ҫакна хирӗҫ Ҫӑрттан мучи самаях ӑслӑн тавӑрчӗ: — Сана ҫав-ҫавах мар-и? Анчах май килӗ-ши ҫакна тума? Автор ҫак ҫӗршывра хӑй мӗнпе тӑранса пурӑнасси ҫинчен шутлать. Юлашкинчен унтан ҫӑлӑнмалли май тупать. — Эс хӑвӑнтан мӗн килнине пурне те турӑн-и, Дик? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Анчах пӳлӗмре тӗттӗмччӗ ӗнтӗ. Ҫыран вӗҫӗнче хупах пур. Унта, тен, пӗр-пӗр матроса тӗл пулӑп та, ӑна вӑрттӑн укҫа тыттарса, карап ҫине ларса кайӑп, — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Кунтах ҫӗр каҫмалла пулать пуль, — терӗ Джон Мангльс. Ҫапла тӑвас тесен, паруссене лартса суднона ҫиле чалӑшла май тумалла. Уй урлӑ йӗке хӳре сӑрӑ ӗмӗлкелле чупса иртрӗ. Эсир нумайӑн кунта, кам та пулин кайӑр ӗнтӗ! Мересьев йӳҫҫӗнтерех кулса, пуҫӗпе сулкаласа илчӗ. Картишне васкасах Яковлев тухтӑр пырса кӗчӗ те:— Ҫывӑрмалли пӳлӗмре-и? — тесе ыйтрӗ. Вӗсем ыталанса илчӗҫ те чуптурӗҫ. Унтан каллех сасӑсем хӑватланаҫҫӗ, хӑйсен анлӑшӗпе вӑйлӑрах та ҫӳлерех хӑпарса темӗн шыраҫҫӗ. Эсир кайма хӑрамастӑр-и, Ниловна? — тесе ыйтрӗ сасартӑк. Мана Рима чӗнеҫҫӗ. Мана укҫа та, ҫӗр те, сурӑх кӗтӗвӗсем те кирлӗ мар, лашапа ларса пынӑ чух ҫынсем хӑраса ҫӗлӗк хывни те маншӑн ниме те пӗлтермест. Соня вара? Алӑкне питӗрнӗ, анчах аяккисенче хушӑксем пур. Сулӑ патӗнчен тетӗн? — Аха, пӗлетӗп, — хуллен ҫеҫ каларӗ Озеров капитан. Пӗр километр хушши пек вӗсем шарламасӑр утрӗҫ. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, суккӑр вӑрӑ-хурахсем ӑна ача чухнех пуян килтен вӑрласа тухса кайнӑ пулать те, унӑн музыка тӗлӗшпе ҫав тери пысӑк талантне пӗр паллӑ профессор асӑрхичченех вӑл ҫав суккӑрсемпе ҫӳренӗ имӗш. Теприсем каланӑ тӑрӑх, темӗнле романтикӑна хапсӑнса, вӑл хӑех килтен тухса тарнӑ иккен. Тепле пулсан та, контрактри зал халӑхпа лӑках тулса ларнӑ, укҫи те (вӑл мӗнле ырӑ ӗҫ тӑвас ҫӗре каймалла пулнине кунта килнисем пӗлмен) ҫителӗклех пухӑннӑ. Унтан сасартӑк тӑрса ларчӗ; темле тӗлӗнмелле туйӑм хускалчӗ унра! Унӑн сӑнӗ улшӑнчӗ, нӳрлӗ куҫӗсем хӑйсене хӑйсемех типрӗҫ те ҫуталма пуҫларӗҫ, куҫхаршийӗсем пӗрӗнчӗҫ, тутисем чӑмӑртанчӗҫ. — Пӗтрӗ! — терӗ арҫын пуҫне силлесе илсе, унтан, амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса, малалла хуллен: — Эсир унта станцире ларӑр, кӑшт тӑхтасан, эпӗ килӗп… — тесе хушса хучӗ. Вӗсем тавра салтаксем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ. Яланлӑхах ман! — Эсир кӑна мана йӑпатас тесе калатӑр, — мӑкӑртатрӗ Беловзоров. Ҫак ӗҫсемсӗр пуҫне тата ҫилӗн ҫынна кирлӗ пысӑках мар, анчах та паха ӗҫӗсем пур. — Егорӑн сывлӑхӗ питӗ начар, питӗ! Пӗр картине сӳтсе илнӗ кил вырӑнӗнче Андрей нимӗҫсен ҫӗмрӗк танкӗсем ларнине курчӗ; вӗсен айккисенче тыркас шӑтӑкӗсем пек шӑтӑксем курӑнаҫҫӗ, башнисем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ, гусеницисем татӑлкаласа пылчӑк ӑшне таптанса ларнӑ. Кашни ҫекундрах яхта риф ҫине ҫӗкленсе ӳксе пин-пин татӑк пулса саланмалла. Капитан шутласа илнипе ҫыран хӗррине ҫитме тепӗр вуникӗ мильрен те ытла мар. Вӑл ҫывӑхри инкек, вӑл ҫывӑхри крушени: ҫакӑн пек тӑвӑл вӑхӑтӗнче ҫыран хӗррине пырса тӑрас тесе ӗмӗтленмелли те ҫук. Уҫӑ океанра пулсан, ҫӗр хут авантарах пулӗччӗ, унта карап хумсене ирӗк парса, вӗсем ҫапса антарасран сыхланма пултарӗччӗ. Анчах тӑвӑл ӑна ҫыран хӗррине ҫӗклесе ҫапсан, вӑл вара пӗтӗмпех ҫӗмӗрӗлет. Халь ӗнтӗ, хӑй хуйхине каласа парса, чунне кӑшт та пулин пусарма пулать. «Анчах та ҫавна пӑхмасӑрах саватчӗ вӑл мана», — шухӑшлать вӑл сывпуллашнӑ чухне сӑмах пынӑ хӗр ҫинчен. Килсен эпӗ ҫук-тӑк, уҫҫи икона хыҫӗнче ҫакӑнса тӑрать, арчана уҫ та вула… Таукӑн ҫилхинчен ярса илнӗ пӗчӗк ачан кӗлеткине Гленарванпа Талькав чуть ҫеҫ курса юлма ӗлкӗрчӗҫ. Ҫук, эп урӑх тӳсме пултараймастӑп! Ку ҫурт мӗнле иккенне курмастӑр-им? Капитан каларӗ: каҫхи апат ҫинӗ чухне эсӗ чӑнах та кашни япалана пит тӗлӗнсе пӑхса лартӑн тата кулса ямасӑр аран-аран чӑтса тӑтӑн, терӗ. Ҫапла эпӗ урмӑш хӑтланни мӗнрен килнине пӗлмесӗр вӑл ҫакӑ ман тӑн-пуҫ йӗркерен тухса кӑшт улшӑнса кайнӑран килет пулӗ, тесе шутланӑ. — Кӗҫӗнни… Икона ҫыракан мастерскойӗнче семинарисенче юрлакан юрра час-часах юрлатчӗҫ: — Кӑвак тинӗс,Тӑвӑллӑ тинӗс… Ирсӗр эпӗ халӗ, — хӑй аллипе ман куҫа хуплама тӑрӑшса, тархасласа пӑшӑлтатрӗ Олеся. Ҫав тери вӑйлӑ пенӗ вӗсене карап ҫинчен: кимӗсенчен ҫурри тайкаланма пикеннӗ, ӳпӗнсе кайнӑ, пӗр ҫын кӑна мар шыва кайнӑ; ҫапах та кимӗ айӑккисенчен ҫыхса янӑ хӑмӑш ҫыххисем вӗсене путасран ҫӑлнӑ. — Bravi! Bravi! — ухмаха тухнӑ ҫын пек сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те Панталеоне, аллисене ҫупса, тӗме хыҫӗнчен чупса тухрӗ; айккинче, касса янӑ йывӑҫ ҫинче ларакан тухтӑр, хӑвӑрт тӑрса, кӑкшӑмри шыва тӑкрӗ те кахаллӑн тайкаланса вӑрман хӗрнелле утрӗ. Фома ун ҫине пӑхнӑ та, унпала юнашар Медынскаяна тӗсмӗртсе, хурлӑхлӑн шухӑшласа илнӗ: — Мӗнле вӑл — пурте тӗрлӗрен… ҫынсем те, хӗрарӑмсем те… туясса та яланах тӗрлӗ туятӑн… Вӑл шухӑш «Эпӗ урӑх вӗҫес ҫукки». Панков Ромаҫа пӳртне арендӑна панӑ та, ялти пуянсем хирӗҫ пулни ҫине пӑхмасӑрах ун ҫумне лавка туса лартнӑ, лешсем ӑна ҫавӑншӑн кураймаҫҫӗ, анчах та вӑл вӗсем ҫине тулаш енчен лӑпкӑнах пӑхнӑ пек пулнӑ, вӗсем ҫинчен йӗрӗнсе сӑмахлать, анчах вӗсемпе — хаяррӑн та мӑшкӑласа калаҫать. — Чӑнах та, вӑл темӗн ӑнланасшӑн пулнӑ пек пӑхать, анчах ӑнланаймасть, — тетчӗ амӑшӗ. Вӑл ӑна, эсир ӗненес те ҫук ӗнтӗ, вӗт ӑна хӑйӗн Аннушкине, тен, хут вӗрентме шутлӗ. Халӗ фургон Дальхоуз округӗн тусанлӑ ҫӗрӗ тӑрӑх пырать. — Шӑллӑм, апла килӗшмест вӗт, — тесе намӑслантарнӑ ӑна Миките. — Ав, эсир мӗн ҫинчен иккен! Ирхине. Акӑ, куратӑн, Роберт, эпӗ пӗрмаях танлаштару ҫинчен вӑл чи хӑрушӑ риторикӑллӑ форма тесе каланӑччӗ! — Во! — хавассӑнах килӗшрӗ Умрихин. Ку — Хӗвелӗн чи ҫывӑх планети, Хӗвел тавра вӑл питӗ хӑвӑрт, 88 талӑкра пӗрре ҫаврӑнса тухать. Вӑл хӑй халиччен ларакан чул ҫине хӑпарса тӑчӗ те пӗлтерӗвӗн ҫил вӗрнипе ҫӗкленсе тӑракан кӗтессине аллипе якатса юпа ҫумне ҫыпӑҫтарчӗ. Хурӑнсем айне нимӗҫсем пухӑнса тӑнӑ иккен. — Ҫук, апла мар, Джо, эсӗ хӑнӑхатӑн, — тесе ҫавӑрчӗ ӑна Тоам. Куна вӑл асӑрхамастчӗ, пачах асӑрхамастчӗ, манӑн вара, телее пула, пуҫӑм ҫаврӑнатчӗ. — Ҫапла… эсӗ мана юратса пӑрахнине. Эпир кратертан ҫурма ҫарамасах тухнӑ, юлашки икӗ уйӑх хушши пире хӑйӗн ырлӑхне кӑтартман ҫутӑ хӗвел пирӗншӗн ытла та тарават пулса, ҫуттине те, ӑшшине те пӗр хӗрхенмесӗрех парать. — Хӑш чухне — ҫиеттӗм, хӑш чухне тата — укҫана мӗтӗҫле выляса яраттӑм, киле просвир илсе пымаллах, эпӗ вара вӑрлаттӑм… Чӗрнисем, куҫӗ, шӑлӗ-ҫӑварӗ — ҫаксем, пурте сывӑ та чипер, вӗсем ӑрат паллисене уҫҫӑнах кӑтартса тӑраҫҫӗ, чи таса юнлӑ лашасен ҫеҫ ҫавнашкал пулать. — Кирлӗ мар, Алексей Вениаминович, кирлӗ мар, кирлӗ мар, — терӗ вӑл шӑппӑн та хӑранӑ пекрех, хӑй мӗн каланине хӑй илтмесӗр. Астӑватӑн, мана хам пуҫ ҫинчи ҫӳҫ ҫатӑртатнӑ пек туйӑнчӗ, унсӑр пуҫне эпӗ нимӗнле сасӑ та илтмерӗм. Сывӑ та вӑйлӑскер, йывӑрлӑха тӳссе ирттернӗ пулин те, вӑл малтанхи пекех ҫирӗп пулма пултарнӑ. Ман канашӑм ҫапла: каймалла. Мухамеджинов ҫамрӑк салтак, тутар, вырӑсла аран кӑна ӑнкараканскер, хӑй пуҫлӑхӗсен пӑтӑрмахӗсемпе — чӑн-чӑннипе те, шутласа кӑларнипе те — йӑлт анӑраса, аптӑраса ҫитнӗ. Ку тӗлӗшпе пултарать вара вӑл, ӑна никам та ҫитеймест. Чӗрем манӑн ҫунать. — Юрӗ, Роберт, — терӗ Гленарван, ачапа уйӑрӑлманшӑн кӑмӑллӑ пулса. — «Мӗнех вара? Вӑл темле пӗр кӑмака хутса пурӑннӑ ҫын, майра-патшапа пӗр ҫӗр каҫнӑшӑн, сержантран пуҫласа генерал таранах пур чинсене те илни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Сасартӑк пӑрахут аяккинчен шурӑ тӗтӗм палкаса хӑпарчӗ, ҫав тӗтӗм лӑпкӑ пӗлӗт пек пулса кайсан, пӑхса тӑракан ачасем каллех малтанхи салхуллӑ сасса илтрӗҫ. Ман шутпа, аттепе аннене кун ҫинчен калама кирлӗ мар, ан тив — Яков пурӑнать, тесе шутлаччӑр. Тата ун хыҫӗнчен сире сунара кайма ыйтсан, эсир каҫӑн сиввинче те хирӗҫлесе тӑмӑттӑр? — Сана хирӗҫ тухрӑм. — Юрӗ, — терӗ Мак-Набс, — эпир кунтах юлӑпӑр, ҫапла тӑвасшӑн Эдуард. Пӑртак тӑрсан, Вудли Пойндекстере аяккалла ҫавӑтса каяҫҫӗ. Вӑл хирӗҫ тӑмасть, хӑй йӗри-тавра мӗн пулнине те ӑнланмасть пулмалла. Эпӗ-и? Кирдягӑна! Усӑсӑр шыраса ҫӳресе пӗр сехет ирттерчӗҫ. Пӑлхарсене асӑрханӑ тӗрӗксем кӑштах чарӑнса тӑчӗҫ, унтан каялла тарса кайрӗҫ. — Эс кала, мӗн тумалла манӑн Гирей-ханпа? Тӗпсӗр пушӑлӑхра пуҫа ҫавӑрттаракан хӑвӑртлӑхпа вирхӗнсе вӗҫекен тимӗр ҫӑмарта сиккелет, ҫывӑратасшӑнла чӗтрекелет. Ку таврара пӗтӗмӗшпех пӑлхав хыпса илнӗ; жандармсем те, мэрсем те, ялти влаҫсем те ниҫта та ҫук. Пӗррехинче, больницӑра выртакан пӗр ҫын, пырӗнчи шыҫӑ пӳрленсе тӑнипе сывлайми пулса, вилес патнех ҫитнӗ. Тӳррипех калатӑп сире: вӑл пурин ҫинчен те малтанах пӗлсе тӑнӑ. Огнянов Ивана тимсӗлерех пӑхкаларӗ. Ҫапла вара, халь ӗнтӗ ҫыран хӗрринчех ялсем ҫук. Паян каҫхине кил. — Вунӑ центне ӑҫта хунӑ-ха эсӗ, Джим? Комендантша лӑпланчӗ те иксӗмӗре пӗр-пӗрне чуптутарчӗ. Пӗр сасӑсӑр, куҫҫуль юхтарса, Ксения йӗнер ҫумӗнчи чӗркеме — ашшӗ ӳчӗн юлашкисене салтса илчӗ те, ӑна кипкепе чӗркенӗ ачана йӑтнӑ пек икӗ аллипе тытса, такӑна-такӑна шӑтӑк патнелле утрӗ, ҫыхха ун хӗррине хучӗ. Куҫпа виҫсе илейми йӑлтӑркка-сарӑ уй кӑваккӑн курӑнакан ҫӳлӗ вӑрманпа пӗр енчен кӑна чикӗленет, ҫав вӑрман мана ун чухне чи инҫетри темле асамлӑ кӗтес пек, ун хыҫӗнче е тӗнче пӗтнӗн, е ҫын пурӑнман ҫӗршывсем пуҫланнӑн туйӑнатчӗ. Мӗн тума пултарнӑ-ши вӑл вӗсемпе? Яша сасартӑк шурса кайрӗ. Ҫакна пӗтӗмпех хам шухӑшласа кӑлартӑм, мӗншӗн тесен ҫав каҫ тӗлӗкре мӗн курнине пачах астумастӑмччӗ; анчах эп каласа панипе кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Карл Иваныч мана йӑпатма, лӑплантарма пикенсен, ҫав хӑрушӑ тӗлӗке эпӗ чӑнласах курнӑ пек туйӑнчӗ, куҫҫуль вара урӑх сӑлтава пула юхма пуҫларӗ. Господин офицер… корпусран переҫҫӗ, эпӗ унтисене никама та пӗлместӗп. Вӑл Сӑваплӑ Урата вучӗ патне ҫывхарать те мӗн пур ту хушӑкӗсенчен пуҫтарӑннӑ Аолсен умӗнче калаҫать: «Манӑн пуҫ уҫӑ, манӑн кӑкӑр — ҫара; эпӗ суя сӑмах калас тӑк мана хӗҫпе чиксе вӗлерӗр. Маттур ҫын эсӗ, Женя! — Юлашки сӑмахӗсене вӑл асаплӑн каласа пӗтерчӗ. Анчах та эпӗ, Катьӑна итленӗ май, ҫак асаплӑ, йывӑр тапхӑрсене пурпӗрех куҫ умне ӳкертӗм. — Ареццоран епископ килнӗччӗ, эпӗ сана унпа паллаштарас тенӗччӗ. — Тилӗ апачӗ те ҫитеретӗп, — терӗ Павел Петрович. Тулта ытла тӗттӗм». «Ку тата мӗне пӗлтертӗр!» шухӑшларӗ Иван Иванович «эпӗ нихҫан та Иван Никифорович пӑшалне курманччӗ. Ҫав тери хӑрушӑ вӑхӑт ҫитнӗ. — Вӑл уткаласа ҫӳрерӗ, шухӑшларӗ, вара ҫапла каларӗ: ку чи кирлишӗн, пысӑккишӗн тунсӑхлани, терӗ. Хӗрарӑм валли ҫӗлетнӗ шурӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ мучи, мӑйӑхӗ ҫине шӑнса ларнӑ пӑра хӑйпӑта-хӑйпӑта, ытарлӑн куҫ хӗсрӗ: — Асту, юлташ, тапса ярӗ! Давыдов, лаша хӳрин кӑкӗ айӗнчен кутлӑхне вӗҫертсе илчӗ те, хуралса кайнӑ тутисемпе йӑл кулса, кулнӑ чухне малти пӗр шӑлӗ ҫитменнине кӑтартса, мучи еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Халь вара, — терӗ вӑл малалла, ыттисенчен чылай пысӑк тӑм купи ҫинчен ҫиттине мӑнаҫлӑн та хурлӑхлӑн сирсе. — Эсӗ хӑвӑн тусун йӑваш ӑсне тата хӑйӗн пуласлӑхне малтанах пӗлсе тӑнине палӑртакан япала курӑн. — Чимӗр-ха! — терӗ Мирон, пит-куҫне пӗркелентерсе. Эпӗ, сюртука хывса, куртка тӑхӑнтӑм, ҫапах галстука салтмарӑм. Вӑл хӑй патне Валькӑна яма хушрӗ те, эпир уйрӑлтӑмӑр. Яр-ха, — тенӗ вӑл, ҫуна патне пынӑ та Ваҫили Андрейч айӗнчен ҫуна ҫиттине турта пуҫланӑ. — Ку япала ырра мар, — терӗ ерипен Илюш. «Ме, — тет, — ил хӑвӑн кӗпӳ-йӗмне, эпӗ Ванькӑпа каятӑп, вӑл санран кӑтрарах», тет. Пурте ун енне ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — Мӗн пулнӑ? — Мӗскӗн выльӑхсем! — Пӗлместӗп. Заказ паракансем патӗнче пулнӑ хыҫҫӑн Лука Александрыч йӑпӑртлӑха аппӑшӗ патне кӗнӗ, унта ӗҫнӗ тата ҫырткаланӑ, аппӑшӗ патӗнчен пӗр палланӑ переплетчик патне кайнӑ, переплетчик патӗнчен хупаха, хупахран кумӗ патне, унтан тата ытти ҫӗре те. — Юрататӑп, Аркадий. Анчах мӗн пулса иртнӗ-ха кунта усал ӗҫ хыҫҫӑн? Ку мӗнле серемони тата? Акӑ вара, миррӑпа йӑлт ҫӑвӑннӑскер, хӑй вырӑнӗ ҫине кайса выртнӑ вӑл. Ывӑлӗ амӑшӗн хурлӑ сӑмахӗсене итлесе алӑк патӗнче тӑчӑ, амӑшӗ калама чарӑнсан, вӑл кула-кула:— Ҫынсем усал, вӑл тӗрӗс, — терӗ. — Анчах та эпӗ ҫӗр ҫинче чӑнлӑх пуррине пӗлсен — ҫынсем лайӑхрах пулса тӑчӗҫ! Хӑрушлӑх, Робеспьер шутланӑ пек, Лондонра мар. Ку пӗчӗк «хытӑ чупакан» тилӗ. Синопӑн аташӗ пулнӑ. Христос ҫӑлтӑр сана. Сӑмахсене майӗпен калакан пӑрлӑ сасӑ илтӗнет. «Газсем», «сетезесем», «эмкӑсем», «виллиссем», нӑрӑ евӗр лутра «пежосем» тата ҫӳлӗ, кукӑр ураллӑ та кутӑн пынӑ пек туйӑнакан «татрсем» куҫаҫҫӗ; вӗсен моторӗ хыҫалта, запас шинине малта вырнаҫтарнӑ; — Хасан-ага, — терӗ Шериф-ага хуллен кӑна. — Гаррис мистер, — терӗ вӑл, — Атакама пушхирӗпе ҫӗр ҫирӗм миля утиччен, ҫыран хӗррипе кайсан аванрах мар-и? Иккӗмӗш хут кӗнӗ чухне те виҫӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнни илтӗнчӗ, анчах ун ҫинчен шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫукчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ рейдер ҫине шӑла ҫыртсах кӗтӗм. Вӑл хуть хӑҫан та: кӑнтӑрла хӗвел пӑхнӑ чухне те, ҫӗрле икӗ енчен икӗ хунар ҫутатнӑ чухне те карап курсне, урӑхла каласан, ун каймалли ҫулне, кӑтартать. Квакинпа эпир уйрӑммӑн калаҫӑпӑр. Вӑл темле хӗрарӑм, ҫӗвӗҫпе пурӑннине эпӗ пӗлеттӗм, ҫав хӗрарӑм ҫинчен вара ӑнланса илеймесӗр те хӗрхенсе шухӑшлаттӑм: вӑл сав вӑрӑм шӑмӑсене ыталама, ҫав ҫӗрӗк шӑрши йывӑррӑн кӗрекен ҫӑвара чуптума епле йӗрӗнмест-ши? теттӗм. Выҫӑпа аптранӑ ҫын вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе ҫывӑрса каять те хӑйӗн умӗнче чаплӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем курать — ҫавӑн пек; вӑл тӗлӗкре курнӑ ҫимӗҫсене хавассӑн ҫӑтать те, вара ҫӑмӑлрах пек туйӑнать ӑна; анчах вӑранать кӑна — ӗмӗт ҫухалать… вӑл хайхи икӗ хут ытларах выҫса каять те тарӑхать! Уэлдон миссиспа ун ывӑлӗ вилнӗ пекех, Динго вилнӗ, «Пилигрим» ҫинче пулнисем пурте вилӗҫ!.. Ҫак икӗ хӑрушлӑх ҫумне тата манӑн тусӑмсен ӗҫне хупласа тӑракан вӑрттӑнлӑха хушса хурӑр. Мӗншӗн-ха вӗсем крепосте пӑрахса кайнӑ? Мӗншӗн-ха вӗсем картӑна панӑ. Доктор Ливси Сильвера: «Мула шыранӑ чухне, кӑшкӑрнӑ сасӑсенчен сыхланӑр» — тенӗ сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ. Ирхи апат маншӑн техӗмлӗ пулманнинчен тӗлӗнмелли те ҫук, эпӗ вара чӗрере йывӑр тытса, вӑрӑ-хурахсем хыҫҫӑн мул шырама утрӑм. Пырӑн-и? Эпӗ ӑна аллинчен тытрӑм та: «Мӗншӗн ун пек калатӑр эсир, атте? — терӗм. Пӗрер минут никам та нимӗн те шарламан. — Этӗм тени кашниех хӑйне валли ҫӑкӑр татки ытларах туртса илесшӗн, — тет вӑл, — пурнӑҫра кашнийӗнех ҫавӑншӑн тӑрӑшмалла та. — Ҫук, пулмасть, — терӗ вӑл юлашкинчен, — хӑпараймастӑп. Вӗсем мана илтчӗр тесен, тутасемпе стена ҫумӗнче калаҫмалла, вара провод тӑрӑх электричество юхӑмӗ кайнӑ пекех стена тӑрӑх сасӑ пырать. Аслӑ пике чӑнах та манпа кӑмӑллӑччӗ тата вӑл ман пата темиҫе хут та пырса кайнӑ. Вӑл ачаш та тутлӑ ыйӑха кайрӗ, ӳт-пӗвӗ вӑйсӑрланчӗ, сисми пулчӗ. — Эпӗ те, шӑллӑм, ача чухне сан пекрех пулнӑ, — тет вӑл. Иккӗмӗшӗ мӗн? — ыйтрӗ Яков, мӑшкӑлламалла кулса илсе, анчах сак Носков лӑпкӑ пулнинчен кӑштах тӗлӗнсе. Эпӗ вырӑнтан тапса сикрӗм, анчах вӑл мана хӑваласа ҫитрӗ те мӑйракипе аяк пӗрчинчен пӗрех ҫаклатса илчӗ, вара ҫатан карта урлӑ вӑшт ҫеҫ вӑркӑнтарчӗ. Пирӗн йӗрки ҫапла. — Мӗн эсӗ, лайӑх комбат вӑл! Питӗ тарӑхнипе хӗр чӳрече патне вырнаҫрӗ те мӗн ҫӗрлечченех ҫывӑрмасӑр, кантӑкран кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса ларчӗ. — Ай-яй-яй! Анчах Сильвер, тепӗр шлюпка ҫинче ларса пыраканскер, пирӗн шлюпка ҫине тимлӗн пӑхрӗ те, ку чӑн та эпӗ пулнине ӗненме мана чӗнсе илчӗ. — Т-ссс! — вӑрттӑнлӑха систерекен сӑнпа хӑтланса, пӳрнине ҫӳлелле тӑратрӗ Золотухин. Чи лайӑх тенинчен те вунӑ процент ытларах — ӑт, тархасшӑн. Вӑл чӗлхесӗр пулни тискер ҫынсем тем ҫӳллӗш тухатмӑша хисеплессине вӑйлатрӗ ҫеҫ. Ҫӗрлесенче вӑл хӑй Андрее юратнине палӑртмасӑртарах, анчах кӑштах, чалӑшрах куҫӗсене ялкӑштарса кӗтсе илет. Вара ӑна арҫынла вӑйӗпе ыталаса илет те, мӗн тул ҫути шуралса киличченех унӑн сарлака шӑмӑллӑ тӗксӗм-сарӑ питҫӑмартийӗсем ҫинчен чие ҫырли пек хӗрлӗ сӑн каймасть. Ытти пайне — икӗ чӳречеллӗ тӑваткал пӳлӗм йышӑнать: унӑн пӗр кӗтес-синче Павелӑн кравачӗ ларать, малти кӗтесре — сӗтелпе икӗ сак. Эпӗ ун ҫине пач та пӑхмарӑм. Конвертра унӑн ҫакӑн пек документсем: Украинӑри ҫамрӑксен Коммунистла союзӗн лучӑрканса пӗтнӗ 967-мӗш номерлӗ билечӗ, красноармеец кӗнеки, ҫурӑлнӑскер, тата полкри приказран ҫырса илнӗ хут, унта Корчагина разведка ӗҫне паттӑр ирттернӗшӗн тав туни ҫинчен ҫырнӑ. Господин Фингеров хӑй икӗ ҫынна ӗнсисем ҫинчи ҫӑмӗсенчен тытатчӗ те, аллисене икӗ еннелле сарса вӗсене ҫамкисемпе шач! тутаратчӗ — вара ӗҫӗ те пӗтрӗ! Фома ҫӳҫенсе илнӗ, анчах Маякин ӗнтӗ ун патне ҫитсе те тӑнӑ, вӑл, ӑна ҫанӑран туртса:— Апата каятӑн-и? — тесе ыйтнӑ. Егорушка куҫне сӑтӑркаласа илчӗ. — Кӗрӗшнӗ чух, калаҫмалла мар тесе килӗшмен… — Кондор ку, — терӗ Паганель. Пӗри лашин юрланса ларнӑ купарчинчен вӑрӑм хулӑпа чашлаттарнӑ. Иккӗшӗ аллисемпе сулса ҫуна пуҫӗнче темӗскер кӑшкӑрнӑ. Стенасене сӑрнӑ ҫӗре чи лайӑх хура йывӑҫ кайнӑ. Тимур чартак ҫине таврӑнчӗ, ачасене Квакинпа тӗл пулни ҫинчен каласа пачӗ. Акӑ ӗнтӗ ҫапӑҫу пуҫланчӗ. — Виҫӗ талӑк кӑна мар, вунӑ талӑк та кӗтӗр-ха! генералсем те кӗтеҫҫӗ, батюшка! — тет смотритель офицерсене йӗплесе илес кӑмӑлпа, — эсир тесе, ман хамӑн кӳлӗнмелле мар ӗнтӗ. Шӑматкун ҫитрӗ. — Кирек епле пулсан та, — терӗ Пӑван, — монсиньор Монтанелли хӑй киревсӗр этем пулмасан та, вӑл киревсӗр этемсен аллинчи хатӗр. Мӗн шухӑшлатӑр-ха эсир? Эпӗ шалт аптӑрарӑм. — Кам мана урӑхлатӗ? Пӗтӗмпех тумлан! Чӑнласа шухӑшлас пулать, — терӗ. — Мӗн апла? — кӑшкӑратчӗ кукаҫей. Вӑл тӗксӗмччӗ, Ромашова та ытла кӑмӑллӑнах сывлӑх суймарӗ. — Пӑрах, ҫухӑрма, эсрелӗ! — тесе кӑшкӑрса пӑрахнӑ Зеб. Эпир утрав ҫинче ирттернӗ каҫсенчен ку питех те хӑрушӑ каҫ пулчӗ. Эпир ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта тӑрса юлтӑмӑр, тесе шутларӑмӑр вӗт… Анчах ирпе яхта хуллен пирӗн пата ҫывхарса килнине куртӑмӑр. Шахтӑсене. Ман шухӑшпа вӑл ҫӑмӑл аслӑ тата мухтанма юратакан ҫын. Турра тав ту леш путсӗр чӗлхесӗр пулнӑшӑн. Эпӗ нихҫан та ҫав ҫын хурланса, шухӑша кайса ҫӳренине курман, вӑл нумайччен чӗнмесӗр тӑнине те астумастӑп — унӑн ҫӑмламас ҫӑварӗнчен яланах тата ирӗксӗрех те пек татти-сыпписӗр сӑмахсем юхса тӑраҫҫӗ. Хӑвӑн шӑллупа йӑмӑку ҫинчен те пӑртак шухӑшламалла. Эпӗ нихҫан та ун ҫинчен илтмен, ӑнланатӑр-и эсир — нихӑҫан та. Ҫавӑншӑн мана лартаҫҫӗ. Шӑп кордона хирӗҫ, леш енчи ҫыранра, пӗтӗмпех пуш-пушӑ; лутра ӳсекен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑмӑшсем кӑна тусем патне ҫитиех шӑтса сарӑлнӑ. Кашни секунд хушши тӑхтаса тӑни мана тата ҫак джентльменсене вилӗмпе хӑратать, — терӗ вӑл. Ку ҫын юнланса пӗтнӗ ҫамрӑка ҫава аври хуҫӑкӗпе хӑваласа пыратчӗ. — Мӗн пулчӗ сана, Андрей? — хуллен ыйтрӗ Павел. Ҫапла ҫав, ку енчен — ҫылӑхлӑ эпӗ, алхасатӑп вӗсемпе. Аран-аран вӑй пулса ун умне ҫул ҫине тӑратӑн, унӑн пӑт туртакан атӑ тӑхӑннӑ урисем ҫумӗнче ҫавӑрӑнкаласа, вӑрӑмтуналла юрлатӑн: — Мӗн сире кирлӗ, — хисеплӗ ҫыннӑмӑр! Вӑл татах ура ҫине тӑма хӑтланса пӑхнӑ. Ҫапла эпир автан иккӗмӗш хут авӑтичченех сӳпӗлтетсе выртрӑмӑр, Дмитрий хӑйӗн вырӑнне куҫса ҫуртана сӳнтернӗ вӑхӑт тӗлне кантӑкран шуҫӑм ҫути ҫапа пуҫларӗ. — Ҫавах, ҫавах! — терӗ Ковалев майор. Акӑ ӗнте вӑл, бронза сӑн-питлӗскер, чӑнах та чаршав ӑшне пысӑк куҫӗсемпе тинкерсе пӑхрӗ. Алексей хӑйӗн чи кӗске ҫулне аса илчӗ. — Тивӗҫлӗ пулнӑ ҫав… сӑваплӑ этем… — тенӗ итлесе ларакансем ассӑн сывласа. Казак-ши ман пекех тискер кайӑка кӗтсе илчӗ, лектерчӗ-ши вӑл ӑна е ахаль анчах пӑсрӗ, кайрӗ пуль вара янавар хӑмӑш тӑрӑх юнпа варласа, ҫапла кӑлӑхах. Амӑшӗ, кӑртах сиксе илсе, ывӑлӗ татах чӗрене сивӗтекен сӑмахсем каласран хӑраса, хӑвӑрт калаҫма тытӑнчӗ: — Кирлӗ мар, Паша! Акӑ вара, Иерусалима кайма вӑхӑт ҫитсен, ылтӑна сӑран пиҫиххи ӑшне ҫӗленӗ те ҫула тухнӑ. Кун хыҫҫӑн ҫынсем Ковалев майора ялан кулса ҫӳренине ҫеҫ курнӑ, вӑл мӗнпур хитре хӗрарӑмсем хыҫҫӑн чупнӑ, пӗррехинче Гостинӑй дворти лавкка умӗнче темле орден ленти те илсе тӑнӑ. — Кала, кала, — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, калаҫу хӑйшӗн кӑмӑллах пулмассине сиссе тата Шалый унпа Лушка хушшинчи ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫлассинчен хытӑ хӑраса. Вӑрҫӑри манӑҫми картинӑсене эпӗ час-часах асӑрхаттӑм, пӗри тепӗрне йӗрсӗр-палсӑр улӑштарса пыратчӗҫ те, вӗсем ҫине вара хам ӑсӑмра хӗрхенсе пӑхаттӑм. Ашшӗсем пӗр-пӗрин патне ҫӳремен, вӑл Алексее курман-ха, ҫав вӑхӑтрах мӗн пур кӳршӗри ҫамрӑк хӗрсем ун ҫинчен анчах калаҫнӑ. Гусев пурне те чуп тума пуҫларӗ, вӗсене ҫурӑмӗсенчен ҫапкалать, шавлать. Дрейн ӑна часах вӑйран ӳкерчӗ. Колхозран тухнисем шавлакаласа тӑраҫҫӗ-тӑраҫҫӗ те тухса каяҫҫӗ, анчах тепӗр темиҫе минутранах ҫӗнӗ ушкӑн кӗпӗрленсе килет, вара алӑкран кӗричченех кӑшкӑрашма пуҫлаҫҫӗ: — Ҫӗр парӑр! Ара мӗнле япала ку? — Пирӗн фактсем пур. Кунӗпех йӗпе юр ҫурӗ. Салтак Соломон сӑмахне пурнаҫласан, ылтӑн укҫасем шӑкӑринех урайне тӑкӑннӑ, мӗншӗн тесен вӗсене чакаласа хӑвӑллатнӑ патак ӑшне пытарнӑ пулнӑ; патша ӑслӑлӑхӗнчен шалт тӗлӗннӗ вӑрӑ вара чӑтса тӑрайман, ун тронӗ умне лапкипех тӑсӑлса ӳкнӗ те хӑй тунӑ ирсӗр ӗҫне пӗтӗмпех йышӑннӑ. — Ҫапла, вӗсем юлма пултараҫҫӗ пулсан — каймаҫҫӗ. Эпӗ кунта юлма пултаратӑп-и вара? Пӗр сӑмахпа каласан, Каштанка палламан тротуар ҫине пырса лекнӗ ҫӗре каҫ та пулма пуҫланӑ, ҫавӑнпа столяр атӑҫ пекех ӳсӗр пулнӑ. Унта ылтӑн шыракансем 1852 ҫулхине ҫурхи шыв пек килсе капланнӑ, ҫапла вара туземецсене Австралин шалти пушхирӗсене хӑваласа янӑ. Калаҫса тӑр! Чӗлхӳ ҫине пырса пусатӑп акӑ. Демка Любишкин чӑпӑркки ҫинелле пӑхса илчӗ те шӑпӑртах пулчӗ, Любишкинӗ, урисене таплаттарса пусса, пӳрте кӗрсе кайрӗ. — Саня! — Акӑ халех Петькӑна чӗнетӗп, — ҫирӗппӗн татса хучӗ Саня, — пурне те чӗнетӗп, чӗркуҫленсе ларӑпӑр та, сана ҫыртарас тесе, ҫавӑрма тытӑнӑпӑр. — Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм! Ҫапах та, эсӗ хуть шанса пурӑнма та пулин май пар, хӑвӑн пирки тӑрӑшма ирӗк пар! — Ҫук, вӑл тата пӗр эрнелӗхе юлать… Фабрика ҫинчен калаҫнӑ чух та вӗсем ун ҫинчен манса кайнӑ, анчах вӗсене вӑл хӑй пурри ҫинчен аса илтерсен те, ҫынсем ӑна ним шарламасӑр итленӗ, унпа килӗшнӗ пек пулнӑ, анчах пур ӗҫсене те — пысӑккисене те, пӗчӗккисене те — хӑйсем майлӑ туна. Юхӑнса кайнӑ, пур япаларан та аякра тӑракан ҫак ҫурта вӑл крахмалланӑ халат тӑхӑннӑ, ҫӑмӑл, вӑрт-варт кӗлеткеллӗ Александра Ивановна Горевӑна курнӑ пек туйма тӑрӑшса пӑхрӗ, анчах Горева епле вутӑ ҫурассине е шыв йӑтассине шухӑшласа илчӗ те, унпа ҫак ту ҫинче йӑвара пурӑнасси вырӑнсӑр та пурнӑҫлама май ҫук япала пулнине ӑнланса илчӗ. — Мӗн тери тав тума тивӗҫлӗ эпӗ хамӑн вӗренекенӗме вӑл ҫавнашкал чиперккен кӑмӑлне ман енне ҫавӑрма пултарнӑшӑн. Ҫавӑнтанпа ача кашни каҫах Иохим патне витене ҫӳреме пуҫларӗ. Хӑвӑртрах тӑвас пулать ку ӗҫе. Император папӑран аслӑрах пуласшӑн пулнӑ та ӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ. Том хӑрушӑ япала пӗлсе тӑнипе тата хӑй темӗн лайӑх мар тунӑ пек ӳкӗнсе асапланнипе ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр эрне хушши ҫӗрле йӗркеллӗ ҫывӑраймарӗ. Пӗрре ирхине, апатланса ларнӑ хушӑра, Сид ҫапла каларӗ:— Том, эсӗ ҫывӑрнӑ чухне ытла та ҫаврӑнкаларӑн, тӗлӗкре питӗ калаҫса выртатӑн, ҫывӑрма та памастӑн… ҫӗрле эпӗ ҫур ҫӗрччен те ҫывраймарӑм, — терӗ. Том унӑн ҫӑварне уҫрӗ те унта «ыратнине лӑплантаракан эмеле» пӗр кашӑк ячӗ. — Кӑна эс пит аван турӑн-ха, — мӑкӑртатнӑ Фома, чупнӑ май. Оленина унӑн чӗркуҫҫийӗпе усса ларнӑ яштака ури анчах курӑнса тӑчӗ. — Ӗнтӗ йӑлтах каласа пӗтертӗм пулмалла… Куҫӗсем унӑн пысӑках мар (санни пек), хӑмӑр, йӑрӑ, тутисем лаптак, сарлака; куҫӗсем те, тутисем те темле, йӗркешӗн тенӗ пек, яланах кулса тӑраҫҫӗ; хураллаҫҫӗ тейӗн ҫав. Сасартӑк, подполковник Мересьев тайӑнса тӑракан туяна асӑрхарӗ те, хӗрелсех кайрӗ. Вӑл пӗвесем патнелле, ӗлӗк чул кӑларнӑ вырӑналла утас тенӗччӗ, анчах аялта, пӗве ҫинче вӑлта хулли яштах ҫӗкленнине курчӗ тӗ чарӑнчӗ. Турӑ сыхлатӑрах! Эп сана калатӑп, ыттисем те пулаҫҫӗ, чӑнласа калатӑп сана, — терӗ вӑл шӑппӑн, унтан пӑшалне тӗрӗслеме пуҫларӗ. Ку — Носков сунарҫӑ тата туйсенче купӑс калакан купӑсҫӑ, пӗччен ҫын пулнӑ; вӑл Параклитова чечук арӑмӗ патӗнче хваттерте пурӑннӑ; ҫак каҫчен хулара ун ҫинчен япӑххине никам та нимӗн те каламан. Сасартӑк Жиран уласа ячӗ те хыттӑн туртӑннипе мана чутах ӳкермерӗ. Тӗксӗмленнӗ Пӑван пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ. Ҫак сехет тӗлнелле тата ҫак кун Уйрӑм Приморски ҫарӑн дивизийӗсем пӗлтӗр Балаклава айлӑмне талпӑнса кӗчӗҫ те инҫетре, горизонтра, 1855 ҫулта пӗтнӗ итальянецсен ячӗпе лартнӑ палӑка курчӗҫ. Кольхаун лаша ҫинчен анасшӑн пулмарӗ, кутӑнланса йӗнерӗ ҫинчех ларчӗ. Ҫавнашкалах ман хуҫа ехусем уйрӑммӑнах йӑлтӑртатакан чулсем нумай выртакан хирсенче хаяррӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тетчӗ. Часах вӑл чавси ҫине тайӑнса, пӑртак ҫӳлерех ҫӗкленнӗ те нимне те пӗлеймен пек хӑй тавра пӑхкаласа илнӗ. Ҫапла пурӑнаттӑмӑр эпир — ҫирӗм ултӑ ҫын — пысӑк чул ҫуртӑн подвалӗнче; пире ҫав тери асапчӗ пурӑнма, ҫав ҫуртӑн виҫӗ хутне те пирӗн хулпуҫҫиймӗрсем ҫине туса лартнӑ пекех туйӑнатчӗ… Вӗсем, тен, Негорӑпа Гаррис хӗтӗртнипе йӗрлесе килеҫҫӗ те пуль ӗнтӗ. — Нимӗн те ӑнланаймастӑп. Вара эпӗ скамье ҫине, кӗтессе, иконӑсем патне хӑпарса тӑтӑм, ура ҫинче тӑрса лампада ҫутипе вулама пуҫларӑм та, хам ывӑнса ҫитнӗскер, скамье ҫинелле анса ларса ҫывӑрнӑ кайнӑ, карчӑк кӑшкӑрса чышнипе вӑранса карӑм. — Ӑна вӗреннӗ ҫынсем те хисеплеҫҫӗ. Хӗр ман пата чупса пычӗ те ыйтать: «Сире мӗн пулчӗ, мучи?» Ҫав сирӗн тетӗрсем пачах тетӗрсем мар, вӗсем ултавҫӑсем, чӑн-чӑн ҫапкаланчӑксем… — Кам унта? — хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑрчӗ вӑл; анчах мӗн пулса иртнине ҫавӑнтах ӑнланса илчӗ пулас та, аллисене сарса пӑрахса, Воропаев енне ҫаврӑнчӗ. Ермолай кӑвайт ҫине кӑштах чӑрӑш турачӗсем хучӗ; кӑвайт ҫавӑнтах ҫатӑртатса ҫунма тытӑнчӗ те, шурӑ та ҫӑра тӗтӗм ӑна тӳрех питрен пырса ҫапрӗ. — Нервсем, нервсем! — пӑшӑлтатрӗ тухтӑр. Унӑн ушкӑнӗнчи ытти членсене кайран тытӑпӑр. Корчагин хӑй пӗр ҫулталӑк хушши ӗҫленӗ районпа сывпуллашрӗ. Ҫав улӑпла тискер кайӑксем тухма пултарасси ҫинчен шухӑшласанах эпӗ чӗтӗресе каятӑп. Мана ҫав мӗскӗн кӗсресем умӗнче ҫӳреме те аван мар, иртсе пынӑ чухне, намӑсланса, пуҫа пӑратӑп, вӗсене куҫран пӑхма пултараймастӑп, хӑть мӗн ту! Ҫак ниме тӑман япала яланах хаяр сӑнлӑ Макара ҫав тери савӑнтарса ячӗ, хӑй патне кӗнӗ Кондрат арӑмӗ пӗр тӗлсӗр-йӗрсӗр каланӑ «спаҫҫибӑ» сӑмаха аса илсен, вӑл кунӗпех йӑл та йӑл кулчӗ. Ӑслӑ ҫынсем фронтра чухнех тӑна кӗртрӗҫ те, большевик пулса таврӑнтӑм. Эсӗ вӗсемпе мӗн тума шухӑшлатӑн! Тӗрӗссипе калас пулсан, эпӗ вӑтӑр ултӑ сехечӗпех ҫывӑрса ирттернӗ. Валерьян Петрович. Тута хӗррисене ҫыртса лартса, урисем тӳсмелле мар ыратнипе ирӗксӗрех пӑчӑртанса тухакан куҫҫулӗсене чарса, старший лейтенант Мересьев, паянхи урока вӗҫлесе, коридор тӑрӑх хӑйӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗш рейсне аран-аран утса тухрӗ. — Хӗрхенетӗп эпӗ сана, Печорин!.. — Приказ, мучи! Вӑл нӑйкӑша-нӑйкӑша тапкаланса выртатчӗ. — Чухлатӑп, — терӗ малалла сержант, — ҫак йывӑҫ ҫывӑхӗнчен ҫӗркаҫ иртсе кайнӑ ҫынсем мӗнле тӗлӗнчӗҫ пулӗ! Акӑ эпӗ — пӗтӗмпех кунта, сан умӑнта, мана ҫара алпах тытма пултаратӑн, анчах тытаччен малтан аллусене смала сӗр! — Хушамату мӗнле санӑн? — кӑшкӑрчӗ лавҫӑ. Тапӑнакансем мӗнле те пулин кӗтмен ҫӗртен килсе тухакан инкекрен: хӑйсене минӑпа сывлӑша сирпӗтесрен е парӑннисемпе пӗрлех ҫӗнтерекенсем те вилсе выртмалли малтан хатӗрлесе хунӑ тапӑ ӑшне лекесрен хӑрарӗҫ пулас. Юлашкинчен вӑл пӳлӗмре ҫӳреме те хӑрарӗ; ӑна халех хӑй хыҫҫӑн такам утса ҫӳреме тытӑнассӑн туйӑнса тӑчӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӑхӑтран вӑхӑта хӑраса хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхкаларӗ. Йӑлт пӗтрӗ. Разметнов, ӑнкарса илчӗ пулин те, ыйтрӗ: — Лушкӑна кӑларас тетӗн-и? Анчах манӑн ӗҫсем урӑхларах юлчӗҫ, ҫавӑншӑн, — тет, куратӑр-и, мана орденсӑр хӑварчӗҫ: хамӑн сӑмаха пурнӑҫларӑм, анчах приказа пӑсрӑм. Хыҫалтан кил хуҫи арӑмӗ пырса тӑнине Андрей сисеймерӗ. Ҫӗрле, вуникӗ сехет тӗлнелле, ачасем палӑртнӑ вырӑна пырса ҫитрӗҫ те мӗлке тӗлне кӗрсе ларса кӗтме пуҫларӗҫ. — Мӗн пулчӗ сана, ман пепкеҫӗм?.. Ҫӗрле пулчӗ. — Хӑҫан вӑл ӗҫлеме пуҫланӑ? Апрелӗн 29-мӗшӗнче Ливингстонӑн пӗчӗк караванӗ Бангвеулун кӑнтӑр ҫыранӗнчи Читамбо ялне ҫитнӗ. Чарӑн, пӑшалпа перетпӗр! Ун хыҫӗнчен хаваслӑн кулни янӑраса кайрӗ; Унӑн куҫӗсем ҫӑлтӑрсенчен ҫутӑрах, вутран вӗрирех, ча куҫӗсен фосфорӗнчен хӑюллӑрах. Аппӑшӗ каласа кӑтартрӗ: ун патне пӗр куҫҫульсӗр, пӗр сас-чӳсӗр пычӗ тет те, чӗркуҫленсе ларса, шӑппӑн-шӑппӑн: «Ман пата тесе эсӗ, манӑн паттӑр кӑйкӑрӑм, вилӗмӳ патне вӗҫсе килнӗ… Сана вилӗмрен хӳтӗлесе хӑварайманшӑн каҫарсам мана», — тесе каларӗ тет. Пӗлетӗр-и мӗн? — Инсаров ӑна юлашки хут ыталаса илчӗ. — Андрей Степаныч! — терӗ те вӑл, Андрей ури умне ӳкрӗ, урӑх пӗр сӑмах та калаймарӗ, шупка-хӗрлӗ кукша пуҫне те ҫӗртен ҫӗклемерӗ. Пӗр япала анчах Лизӑшӑн чӑрмав пулса тӑнӑ: вӑл карташ тӑрӑх ҫара уран утса пӑхма тытӑннӑ, анчах та курӑк унӑн ачаш урине ыраттарнӑ, хӑйӑрпа чул ҫине вӑл ниепле те пусма пултарайман. Малтан ӑна вӑл сӑмах партарать, унтан ӑна хӑйӗн киревсӗр вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен каласа парать. Акӑ пӗрле юрлар халӗ, э? — тенӗ. Курӑр-халӗ! Николай Еремеич пуҫне чалӑштарчӗ те ҫине тӑрсах счет шӑрҫисене шатлаттарма пуҫларӗ. Халь мӗн? — цыган майри пек е москаль пек тумланаҫҫӗ те, ҫӳреҫҫӗ курнӑҫланса. Ӑссӑрлӑхӑн юлашки хӗлхемӗсем сӳнсе ларчӗҫ Бек-Агамалов куҫӑсенче. Каҫарӑр мана, ухмаха, пачах та ӑсран тухрӑм, туршӑн та, ухмахланса кайрӑм. Кайран, киленмеллипех киленсе юлас тесе, вӑл тем те хӑтланса пӗтрӗ: ҫурӑмӗ ҫине выртса ачашланса канчӗ, пӗрӗхтерчӗ, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнчӗ, хырӑмӗ ҫинче те, ҫурӑмӗ ҫинче те, хӑяккӑн та, тӑрса та ишрӗ — мӗн халтан кайса ҫитичченех ҫапла айкашрӗ. «Вӑл вилмен, эпӗ вӑл сывланине илтетӗп». Ку ӑна кӳрентернӗ пек пулчӗ; эпӗ вӑл пӗр-ик хутчен те манпа калаҫасшӑннине сисрӗм; анчах эпӗ кашнинчех пӑрӑнса пытӑм. Вара Силвио хӑй те вӑл шухӑша пӑрахрӗ. Пӗр Геркулес ҫеҫ мӗскӗн Уэлдон миссиса пулӑшма пултарать. Ваҫили Андрейч хӑй ӑшӗнче халех ир пулас ҫуккине пӗлнӗ, анчах вӑл шикленнӗҫемӗн тата ытларах шиклене пуҫланӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне хӑй улталасшӑн пулнӑ. Давыдов, йӑл кулса, шӗвӗр пӳрнине тӑсса пачӗ те, ҫав самантрах ахлатса ярса, каялла туртса илчӗ: пӳрне вӗҫӗнчи сыпӑкӗ ҫинче ҫыртса кӑвакартнӑ йӗрсем палӑрса юлчӗҫ. Эпӗ, сӑмахпа кастарас енчен темӗн те пӗр калама пултаракан ҫын, чӑтса тӑраймарӑм… ну, Любишкин вара тӳрех ҫӗҫӗ ярса тытрӗ те ман хыҫран… Ӑнсӑртран пулчӗ-ши ку? Акӑ кӗҫех вӑрман чӑтлӑхӗнчен ту сакӑлтисен тӑррисем курӑнкалама пуҫларӗҫ. Павка, пуҫне ҫӗклесе, нимӗн ырӑ пуласса пӗлтермен куҫӗсемпе Сухарько ҫине пӑхрӗ. Вӑл лӑпкӑн тав тӑвать те пӗчӗк ача пек кулса илет. — Пӑшалӑр? Базӑран бронепоезд, унпа пӗрле подрывниксем ярӑр. — Тӑваттӑмӗш номер. Ун куҫӗ умне тинӗс евӗр хумханакан садсен ешӗл тумӗ тухса тӑчӗ. Киле ҫывхарахпа вӑл нумай халӑх пухӑннине асӑрхарӗ: картишӗнче хресченсемпе дворовӑйсем хӗвӗшеҫҫӗ. Уран ҫинчи пӗр ҫулталӑк Ҫӗр ҫинчи сакӑрвун тӑват ҫулталӑкпа танлашать; Ҫӗр ҫинчи сахал-сахал ҫынна икӗ Уран ҫулӗ тӑршшӗ пурӑнма тӳрӗ килнӗ. Тӑхта-ха, эсӗ кайран калӑн. Пӗренесем ӳксе шалтӑртатнипе хуралтӑ тӑррисене витнӗ улӑм ҫатӑртатнинчен урӑх нимӗн те илтӗнмест. Вара Стручков татӑклӑ шут тытнӑ. Унта халӑх сучӗ ҫинчен те илтме пултаратӑн, ҫамрӑкраххи пулсан — уйӑрӑласси ҫинчен асӑнать тата законсем ҫинчен те сана тӗпӗ-йӗрӗпех каласа кӑтартать. — Мартини, сирӗн пек чӑкӑлтӑш этем пӗтӗм Флоренцире те ҫук пулӗ, — ҫилленсе каларӗ Галли, — ҫын сирӗн кӑмӑлӑра каймасть пулсан, вӑл ҫын вара пӗртте аван мар. Ӗнене тытса кӗнӗ мужик анине таптатнӑшӑн кӑна мар, ӗнине тӑрантарса усранӑшӑн та ыйтрӗ, ҫав парӑмӗ вара куллен-кун ӳссе пычӗ. Ун пеккисем сахал пуҫ хучӗҫ-им? Явӑл патне-с, явӑл патне-с. Ыр сунатӑп-с.Малти пӳлӗме йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, сӑмсипе тӑнлавӗсем ҫинче пӑчӑр-пӑчӑр тар пӗрчисемлӗ, именсе, пач улшӑнса ларнӑ питлӗ, пӗчӗк пӳллӗ Световидов капитан тухса тӑчӗ. Вӑтаннипе эпӗ аяккалла пӑрӑнтӑм, вӑл хуллен малалла упрӗ, кӳршӗ лавкине кӗмерӗ. Ҫӗр тӳлек те ҫӑлтӑрлӑ. Берсенев та ҫак вӑхӑтра тӑршшӗпех аптраса тӑчӗ: вӑл Елена хуйхӑрасса кӗтнӗччӗ. Кунта пӗтӗмпех чӗриклететчӗ — алӑксем хӑйсене уйрӑм сас паратчӗҫ, чӳрече хупписем тата хӑйсене уйрӑм чӗриклететчӗҫ. Вӗсем вӗҫсе килни ҫил улшӑнассине пӗлтерчӗ. Мускав шывӗ ҫинче пароход кӑшкӑртса илчӗ те, унӑн сасси, гранит ҫырансем хушшинче ҫапкаланса, шыв тӑрӑх хавассӑн янраса кайрӗ. Жандарм аллине сӑмси патне илсе пычӗ те, чӗрнисем ҫине пӑхкаласа, — питӗ лӑпкӑн:— Пӗлетӗр, — терӗ. — Паллашнӑ пулас. — Ҫавӑ ҫав. «Мӗн кирлӗ ӑна?» — шухӑшларӗ Яков, жандармӑн кӑвак тӗслӗ, хӗрлӗ юн тымарӗсем палӑрса тӑракан, сарлака сӑмсаллӑ лаптак пичӗ ҫине, йывӑр кичемлӗх тата эрех шӑрши ҫинҫе ҫип пек тӑсӑлса тухнӑн курӑнакан пӑтранчӑк куҫӗсем ҫине куҫхаршисем айӗн пӑхса ларса:— Эпӗ сирӗнпе официально мар, сире ырӑ сунакан тата сирӗн ӗҫри интерессем те ют мар, паллакан ҫын пек калаҫатӑп, — илтрӗ Яков хӑйӑлтатакан сасса. Ну, юрать, ну, пӑртак вӗриленнӗ эп, ытлашширех хӑтланнӑ — старике ҫилленме май пур-и вара уншӑн? Тинӗс ҫинче ҫӳрес пахалӑхсемпе ыттисенчен нумай ҫӳлте тӑракан яхта, аяк пӗрчисенчен шпорсемпе хӗстерсе пыракан лаша пек, малалла вӗҫтерчӗ. Ку Тарӑ пулнӑ. Анчах Негоро, нактоуз айӗнчен туртса кӑларнӑ тимӗр таткине илсе, ура ҫине тӑнӑччӗ ӗнтӗ. Сулӑнчӑксем тунӑшӑн, тӑванӑм, ответ тытма тиветех, хӑшне-пӗрне парнене кӳмеллех пулать… Юрать-и? Е вӑл унта, тӗлӗкре, пуснӑ така ӑш-чиккине ҫинӗ, е — тем пысӑкӑш пӗлӗме, хутлатса, хӑйма пуҫса иле-иле, ҫӑварне пере-пере чикнӗ, е — васканипе тутисене пӗҫертсе, — хур ӑш-чиккине ярса пӗҫернӗ тутлӑ лапша яшкине ывӑнма пӗлмесӗр сыпнӑ… Кирек епле выҫӑ ҫыншӑн та вӑрӑм пек туйӑнакан каҫсенче мӗн-мӗн кӑна тӗлленмен-ши вӑл, анчах ҫав тӗлӗксем хыҫҫӑн Ҫӑрттан мучи яланах хурланса, хӑш-пӗр чухне ҫилленсе те, вӑраннӑ, хӑй ӑшӗнче ҫапла каланӑ: «Ҫавнашкал аш-пӑшӑ тӗлӗкре сӑлтав ҫук ҫӗртех куратӑн вӗт-ха! Вӑл ун ытамӗнчен часах вӗҫерӗнеймерӗ, анчах пӗр самантран вара вӑл унтан инҫе, кӗтессе кайса тӑрса, Базаров ҫине пӑхма пуҫларӗ, Базаров ун патнелле талпӑнчӗ… — Ман качакана кам тытса панине пӗлетӗп эпӗ, вутӑ купаласа параканнине те, хам шӑллӑма хурӑн ҫырли парса хӑвараканнине те камне пӗлетӗп. Тин ҫеҫ чапа тухнӑ герой ҫапӑҫусӑр-мӗнсӗрех парӑнчӗ. Хӗвел тухса хӑпарсан та ҫӗр ҫинче ҫутӑ пулмарӗ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ уйӑх вӑрлама шут тытнӑ, ӗмӗчӗ пӗрре пулнӑ унӑн: ватӑ Чуб кахал-ха вӑл, килӗнчен йӑпӑр-япӑрах илсе тухаймӑн ӑна, дьяк патне ҫитме ҫулӗ те кӗскех мар тата: ял тулашӗпе, армансем патӗнчен каймалла, ҫӑва ҫумӗпе иртмелле, ҫырма пуҫӗпе ҫаврӑнса тавра ҫӳремелле, тенӗ вӑл. Уйӑх ҫутинче пулсан Чуб ӳркенес ҫук, тутлӑ курӑк ярса вӗретнӗ эрехпе шафран эрехӗ тесен, килӗнчен илсе тухма пулать-и тен ӑна. Анчах ҫакӑн пек тӗттӗмре ӑна кам та пулин кӑмаки ҫинчен сӗтӗрсе антарма пултарӗ-ши, килӗнчен илсе тухайӗ-ши. Сӑмах май каласан, вӗсем хамӑн укҫапа хама кирлӗ пулакан вӗт-шакӑр япаласем чикнӗ кӗсъесене те ухтармарӗҫ. Анчах эпӗ стойка ҫинчен кире пуканӗ ярса илсе, ун ҫинелле ывӑтса ярсассӑн, вӑл кукленсе илсе кӑшкӑрса ячӗ: — Мӗн, мӗн эсӗ, мӗн эсӗ, — эпӗ шӳт туса калатӑп! Темиҫе сехет хушши эпӗ пӑшалпа уйхир тӑрӑх ҫӳрерӗм, тен, чарӑна пӗлмен хӗрхенӳсӗр ҫӑвакан ҫав тери вӗтӗ те сивӗ ҫумӑр мӗн иртенпех ман ҫумма, ватӑ хӗртен те йӗрӗнчӗклӗрех ҫыпҫӑнман пулсан, вӑл мана вара юлашкинчен ӑҫта та пулин ҫывӑхра вӑхӑтлӑха та пулсан хӳтӗлӗх шырама хӗтӗртмен пулсан, тен, эпӗ хама кӗтсе тӑракан кӗрсе выртмалли ҫурта, Курск хулине каякан ҫул хӗрринче лараканскере, каҫ пуличчен тавӑрӑнман та пулӑттӑм. Вӗсем ытла тутлӑ мар симӗс пулсан та, ҫапах та вӗсен варрине шӗкӗлчесе илсен, вӑл ҫӑвара Каен пӑрӑҫӗ пекех ҫунтарса илет. Концертсем вӑхӑтӗнче эпӗ музыка калакансенчен хама катарарах лартма йӑлӑнаттӑм, ещӗкӗн чӳречисемпе алӑкӗсене пурне те тачӑ хупса, чаршавӗсене карса хураттӑм. — Лука, эй, Лука! — тет Назарка, — каласа парсам, мӗнле вӗлертӗн. Нумай ҫул каярах ашшӗ вилнине, хӑйӑр ҫинче выртаканскер, хӑвӑрттӑн пӑсӑлма пуҫланине аса илнӗ вара патша. Унтан пӗрре ҫапла… Пӑван хӑйӗн хурарах ӳтлӗ ҫинҫе аллине сасартӑк чӑмӑртарӗ, Джемма пуҫне ҫӗклесе ун ҫине хӑраса пӑхрӗ. — Мӗншӗн вара мӑнастире пӗрле килмерӗр? — ӳпкелешнӗ пек каласа хучӗ игумен. — Ырӑ каҫ пултӑр, мистер Стумп, — терӗ хуҫи, хӑна каланипе тӑрса. Эпӗ хам чуптурӑм пулас. Вӑл та чуптурӗ-и, тен. Ара эпир вӗт куҫсене иксӗмӗр те харӑсах уҫрӑмӑр. — Вилнӗ вӑл. Апат сӗтелли ҫине король майрин сулахай чавси патнех мӑн пӗчӗк сӗтелпе пукана лартатчӗҫ. «Правдӑран» Ч. хваттерне ҫитес тесен сахалтан та ултӑ километр каймалла, анчах эп ҫурма ҫула ҫитсен ҫеҫ трамвай пуррине астуса илтӗм. Улталать вӑл! Хӑш чухне, ӗҫ пирки тӑрӑшнипе ывӑнса ҫитнӗ тапхӑрсенче, ӑна темле пӑшӑрхануллӑ кичемлӗх пусса хунӑ пек туйӑннӑ. Ҫавӑн пек самантсенче уншӑн фабрика, ӑна чултан тунӑ пулсан та, чӗрӗ чунлӑ тискер кайӑк пек курӑннӑ. — Ҫакнашкал ӗнтӗ манӑн вӗри темперамент!.. Хӗр унӑн ятне асӑнни уҫҫӑнах илтӗнчӗ. Хамӑр пурнӑҫ ҫинчен сахал тата япӑх шухӑшларӑм пулас… Вагонра тӑвӑртарах пулин те, ку вӑл маншӑн ҫав тери ырӑ пек, чуна та ҫӑмӑллатнӑ пек туйӑнать. Пуля ӑна сылтӑм аллинчен тивнӗ. Япала вӑл — пӗр хӑйӗнчен ҫеҫ тӑракан япала, ун ҫумне урӑх мӗн те пулин нимӗн те ҫыпҫӑнма пултараймасть. — Сире ҫавӑн пек альтернатива ҫыхса тӑмасть пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Вӑл хӑйӗн аллипе Инсаров аллине шырама тытӑнчӗ, ӑна тупрӗ те хыттӑн чӑмӑртарӗ. — Ҫапла-а, — кулкаласа тӑсса каларӗ мучи. Умра вара манӑн кӗвӗҫӳ вутне чӗртекен пӗр вӗҫсӗр картинӑсем, пӗринчен тепри вӑтанусӑр-намӑссӑртархскерсем, уҫӑмлӑн туха-туха тӑма пуҫларӗҫ — пӗтӗмпех ҫавӑн ҫинчен, унта хамсӑр мӗн пулса иртни, арӑм мана мӗнле улталани, сутни ҫинчен. Исая вӗлернӗ пирки ӗҫ путланса ларсан, вӑл, йӗрӗнчӗклӗн те салхуллӑн кулса илсе, ҫапла каласа хучӗ: — Вӗсемшӗн халӑх кӑна мар, пирӗн ҫине йытӑ вырӑнне вӑскӑртса пурӑннӑ ҫын та хаклӑ мар. Вӑл хӑй умне ҫавӑн пек тӗллев лартнӑ та, — ыратни, ывӑнни, ҫав тери йывӑр пулни ҫине пӑхмасӑрах ҫав тӗллев патнелле пынӑ, хӑйне тӳсме, пур ӗҫсене те чӑтӑмлӑн туса пыма хӑнӑхтарнӑ. Пурте пирӗнпе пӗрле пыма килӗшмен хыҫҫӑн, ман анне хӑйӗн тӑлӑха юлнӑ ывӑлне тивӗҫлӗ укҫана ҫухатма вуҫех шухӑш тытманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Тухтӑр, чӑннах та, хӑйпе пӗрле офтальмоскоп илсе, тепӗр икӗ кунтан каллех килчӗ. Унӑн хӑтланкаларӑшӗ мӗншӗн ун пек пулни ҫинчен шухӑшлас тесе эпӗ аса та илмерӗм. Амӑшӗ вӗсене хӑй шухӑшӗпе Павел тавра пухрӗ, ҫав ушкӑн хушшинче ывӑлӗ вара тӑшман куҫӗшӗн курӑнми пулса тӑчӗ. Унта Дик Сэндпа ун юлташӗсене тытма туземец салтаксем ытлӑн-ҫитлӗнех. Йӗри-тавра тасалӑх тата Павел тахҫанах маннӑ лазаретӑн хӑйне майлӑ шӑрши. «Пулӑшмасть ку сана, ачам, ним чухлӗ те! Вӗсене турӑ пурнӑҫ паман пулсан, эпӗ айӑплӑ-и? Питӗ тарӑхмалла ҫав. Паллах, унӑн куҫӗсем халӗ те малтанхи пекех таса, халӗ те малтанхи пекех курмаҫҫӗ. «Хӑвна шантаракан пӗр-пӗр ҫынна туп та килне каях чиперрӗн», — терӗҫ вара. — Лекрӗн, кайӑкӑм! — савӑнса кӑшкӑрса ячӗ вӑл, сывлӑшне аран ҫавӑрса. Анчах тыткӑна лекнисем ушкӑнӗпех, хаваслӑн кӑшкӑрашса, савӑннипе куҫҫуле юхтара-юхтара, хамӑрӑннисем патнелле ыткӑнчӗҫ… — Сысна ашӗ те пур пулӗ-ха кунта. — Суламифь, — тавӑрать хӗр. Халӑх эпосӗ сӑнласа кӑтартакан ашапатман пекех вӑл, йӑлт ҫавӑ: шалалла туртӑнса кӗнӗ ырхан пичӗ, аялта шӑп-шӗвӗр, вӑрӑм, ленчешкеленнӗ янах пулса тӑнӑ та, усӑннӑ, тӑсмак сӑмсипе кӑшт ҫеҫ перӗнеймен; путса аннӑ шӑлсӑр ҫӑварӗ, тем чӑмлать тейӗн, пӗр вӗҫӗмсӗр хускалкалать; тахҫан кӑвак пулнӑ, халӗ тӗсне ҫухатнӑ куҫӗсем сивӗ, ҫаврака, ӳпӗнчӗк, хупанкисем питӗ кӗске те хӗрлӗ, пӑхасса темле халиччен курман усал вӗҫен кайӑк евӗр пӑхать. Ку чӑнкӑ ҫыранлӑ утрав иккен, Джим ҫак утрав леш енче. Горнист, выля!» Пурте — хамӑрӑн, пурте хамӑр алӑра пулӗҫ, факт! Унтан вӑл алӑран алла куҫнӑ, ҫӳлерех те ҫӳлерех кайса пынӑҫемӗн такамӑн аллисене тата пичӗсене ҫуланӑ, юлашкинчен вара галеркӑна пырса лекнӗ… Акӑ ӗнтӗ ҫакӑ кун ҫитрӗ. Анчах ССР Союзӗ пӗр нациллӗ патшалӑх мар. Нихӑшӗ те мана, карчӑка, нимӗн каласа памасть. — Температура хӑпарса пымалли закон тӑрӑх кунта пӗр пин те пилӗкҫӗр градус вӗри пулмалла. — Вӑл ҫав ӗнтӗ! — терӗ Гленарван. — Тӳрӗ компани сывӑ пултӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Франгов. Ҫак ҫамрӑк ҫын — пит аван сунарҫӑ тата тискер лашасене лайӑх пӗлсе тӑракан ҫын. Хамӑр пата кам та пулин ют ҫын килсе алӑк урати урлӑ ура ярса пуснӑ-пусманах ӑна пӗчӗк пӳлӗме питӗрсе лартӑр. Унтан ҫухӑрашни, ахӑлтатни, юрлани илтӗнет… Кам эсӗ, ҫавскер, ҫавскер… «Манпа ҫавӑн пек чӗлхепе калаҫма хӑяканскер!» — тесе васкаса каларӗ ӑна Том. Вӗсем иккӗшӗ те «кӗнеке тӑрӑх» астуса калаҫаҫҫӗ-мӗн. Эсир пит те ырӑ кӑмӑллӑ, сеньорита. Эсир мана ҫак ункӑ ӑшӗнчен хӑтарнӑшӑн эпӗ сире пит тав тӑватӑп. Сехетӗнчен ылтӑн вӑчӑра ҫакса янӑ, вӑтӑр тенкӗ тӑракан атӑ ҫӗлеме заказ парать, мур илесшӗ! Анчах ҫил лӑпланчӗ, ҫавӑнпа та сулӑ ялик патне ҫитиччен икӗ сехет иртрӗ. Урса кайнӑ шыв ҫӗмӗрсе ватнӑ базальт катӑкӗсем, ишӗлнӗ авалхи чиркӳ пек саланса выртаҫҫӗ; вӑл татӑксем темиҫе ӗмӗр иртсен те халӗ ҫеҫ саланса ӳснӗ пек курӑнса выртаҫҫӗ. — Ак инкек, тетраде киле хӑварнӑ иккен, — кӳренсе каласа хучӗ Мичо. — Кӑштах тӑрсан эп ӑна хамах аса илетӗп-ха. Вӑт вара вӗсен наступленийӗ путланса та ларать! — Ҫитӗ ӗнтӗ, Федор Федорыч! — калаҫма тытӑнчӗҫ пурте, майора чарма хӑтланса, — пӑрахӑр! Анчах та майора татӑклӑнах тарӑхтарса ҫитерме ҫакӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ-мӗн, хӑйне лӑплантарма тытӑнасса ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ тейӗн ӑна. Вӑл сасартӑк сиксе тӑчӗ те, тайӑлкаласа, тарласа кайнӑ офицер патнелле утрӗ. — Эпӗ кӳрентеретӗп-и? Кам аслӑрах сирӗнтен, кам хӑйӗн патшине 20 ҫул служит тӑвать, — кӳрентеретӗп-и? Ах эс шӑпӑрлан! — сасартӑк чӑшлатса илчӗ вӑл хӑйӗн сассине илтнӗ май ытларан та ытларах хавхаланса: — Подлец! — Крепӑҫе ҫитесси инҫе-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ ямшӑкран. Вара ытти купецсем те, пӗрин хыҫҫӑн тепри, пӑрахут тӑрӑх салана пуҫланӑ. Ултӑ сехетре тӑмаллаччӗ манӑн, кайнӑ чух Катьӑна вӑратмӑп тесе эпир малтанах сывпуллашса хунӑччӗ. Тӗнчере кирек мӗскер пулсан та, тупӑран персе янӑ етре хӑй ҫинеллех вӗҫсе пырсан та, вӑл пӑлханса ӳкме пӗлмест, тупӑка та ҫаплипех, ӗмӗрӗнче пӗрре ҫилленсе курмасӑр кӗрсе выртма ҫырнӑ пуль ӑна. Хальччен вӑл хӑйне Воропаева питӗ лайӑх пӗлетӗп тесе шутлатчӗ. — Пирӗн-и? Ун чухне пурнӑҫ мар — ҫыншӑн ҫын тӑни пулӗ, унӑн сӑнарӗ ҫӳле ҫӗкленӗ, ирӗклӗ ҫынсем — темӗн ҫӳллӗшне те ҫитме пултараҫҫӗ! — Пиҫҫиххирен тытса-и е мӗнле? — сывлама чарӑнса ыйтрӗ Нестеренко. — Виҫӗ кун тӑхтама юрать, анчах кайран вара алпа та, шӑлпа та вырмалла, унсӑрӑн сана, Ҫемен, райком ҫисех ярӗ. Хӑнисем те вара ун патне пырса шӑтӑк мӗнле пулнине пӑхаҫҫӗ. Тускуб куҫ харшисене хускатса амфитеатра шӑплантарчӗ. Темиҫе сас хӑюсӑррӑн, калас килменрен каланӑ пек: — Спасибо… Кӗҫӗр хӑй мӗнрен хӑранине вӑл ӑнланса илме те пултараймарӗ. Вӑл пысӑках мар, санран пӗчӗккӗрех, ҫирӗп кӗлеткеллӗ; сӑн-сӑпачӗ илемлӗ; ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ, бакенбарчӗсем вӑрӑм. — Чуну канчӗ-и? Ҫӗр патне вӑл 42 миллион километр хушши юличчен ҫывхарма пултарать. Хӗвел системин чи аякри Плутон текен планетипе танлаштарсан, ку хушӑ ытла та пӗчӗккӗ. Вӗсен йывӑр калаҫу пулнине вӑл ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ. Иккӗшӗ те пӑлханни курӑнать. Мартини ҫав тери салху, нимӗн те калаҫмасть. Туятӑп, нумаях та пулмасть эп ун пек марччӗ-ха, — тесе, Ҫӑрттан хӑйне итлемен алли ҫине тӗлӗнсе пӑхкаларӗ. Чим-ха, чим-ха. Шарлас мар! Том чӗнмесӗр тӑчӗ, вӑл каллех шухӑша кайрӗ. Эпӗ тупӑсен, самолётсемпе танксен хисепӗ ҫинчен каламастӑп. Авӑк ҫилӗпе вӑл пӑшӑлтатать: — Ӑҫта ҫитиччен? — тет. Тӗттӗм сӑн ҫапнӑ сад пахчисем ҫийӗпе ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе ҫунма пуҫларӗҫ; станицӑра сасӑсем хуллен-хуллен шӑпланса пычӗҫ. Ещӗкӗн чӳречесӗр енче капитан икӗ ҫирӗп ӳчкӗл асӑрханӑ. Раввин, урса кайса, алӑк ҫинчи хута сӳсе илчӗ. Эленпа Мэри фургон ӑшӗнчен тухрӗҫ, юланутҫӑсем пурте лашасем ҫинчен анчӗҫ те, явкаланса ӳсекен камед йывӑҫҫин сулхӑнӗнче унӑн калавне ларса итлерӗҫ. Эпӗ унран ыйтрӑм ҫеҫ… Ҫав тӗлелле шкул ачисем каллех пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ: хӑйӗн хуйхине пытармалла, хуҫӑлнӑ кӑмӑлне лӑплантармалла тата хӑйӗн ҫине кӑнтӑрла хыҫҫӑнхи вӑрӑм та кичем уроксен йывӑрлӑхне тиентермелле пулчӗ. Ҫавӑн пек шухӑшласа вӑл ҫынна темӗн вырӑннех хуни ачасем куҫӗсене чарса пӑрахса шӑп-шӑпах ларнинчен палӑрчӗ. «Ыттисем уншӑн пулсан манран лайӑхрах, — шухӑшларӑм эпӗ, — ан тив, пултӑрах! Тинех хам ӑҫта пырса тухнине тавҫӑрса илтӗм. — Ну, калӑпӑр, хуторта пушар тухсан, эсӗ унта та шыв пичкине ҫакӑн пек йӑраланса турттарӑн-и? — ыйтрӗ Давыдов, лешӗ мӗн каласса хытӑ кӗтсе. Анчах ӑҫта? Икӗ еннелле вӗҫсе тӑракан бакенбардлӑ мӑнтӑр лакей, пысӑк резина ҫӑмха пек сиккелесе, инҫете каякан артистсем хыҫҫӑн чупрӗ. Тата ӑна вӑрат. Ҫил-тӑвӑл вӑхӑтӗнче парӑссен лаптӑкне ҫеҫ мар, мачтӑн лаптӑкне те пӗчӗклетмеллине ахалех ӑнланмалла. — Чӗрӳ яланхинчен вӑйлӑрах тапнӑн туйӑнчӗ. Хӗвелӗ ӗнтӗ ҫӳл тӳперен аннӑ. Вунсакӑр мӑшӑр вӑкӑр та ҫичӗ лаша. Андрюшкӑ фельдшера шӑпах вӑхӑтра илсе килчӗ: арӑм чутах вилетчӗ, халӗ, вӑл пулӑшнипе, мана пӑру пек ывӑл ҫуратса пачӗ, йывӑррипе алӑран та ӳкерӗн. Ҫак енӗпе ҫынсем мӗн чухлӗ палӑрах параҫҫӗ, унӑн шухӑшӗпе вара вӗсем ҫине налогне те ытларах хумалла, налог тӳлекен ҫынна хӑйӗн ҫине мӗн чухлӗ налог хумалли ҫинчен кӑтартса памашкӑн ирӗк памалла. Эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм, хулӑ ярса тытрӑм та ҫакна ҫунтарма тапратрӑм. — Юратура та пурнӑҫпа вилӗм, — пӳлчӗ ун сӑмахне Шубин. Кукамай калатчӗ: — Ой, аван пурӑнатпӑр эпир! — Мӗн ӗҫлемелле? — ӗненмесӗр ыйтрӗ йӗкӗт. Вӑл Давыдов аллинчен пӗтӗм вӑйпа туртӑнчӗ, анчах лешӗ ӑна ҫирӗп тытнӑ. Ялта та мана канӑҫ ҫук! Алвиш, паллах, хӗрарӑм патшаран вӑл мӗн пирки килсе ӑна чыс тунине ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ, анчах тухатмӑш ӑна ҫакна тума вӑхӑт памарӗ. — Чӗрӗллех тир сӗвекенсем те пур иккен, ҫӗр ҫӑтасшӗсем! Апла эппин, эпир хамӑр ҫулӑн вӗҫне тухайман иккен? Тӗрӗс каларӗ вӑл: тыткӑнта пурӑнатпӑр тесе! Аякранах илтрӗм эпӗ хам лайӑх пӗлекен «шухӑш» сӑмахӗсене: Ой, тухрӗ ҫӑлтӑр, каҫ саманчӗПочай ҫине анчӗ. Тухтӑр мана алӑран ҫавӑтса пырать, хӑй манпа самаях кӑмӑллӑ, анчах алла самантлӑха та вӗҫертмест. «Ма пӑрахас-ха? — тесе шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Иртнӗ каҫ сигнал пулмарӗ, кӗҫӗр ма пулмалла-ха?» Кавалье, соло! — Питӗ йӗрӗнчӗклӗ япала! — терӗ ӑна Гленарван. — Ӑҫтан пулччӑр манӑн пистолетсем, Павел Петрович? Унта Владимир амӑшӗн вил тӑприйӗ пулнӑ. Унпа юнашар ӗнер ҫӗнӗ шӑтӑк чакаласа хунӑ. Лаша сиксе каҫрӗ, анчах Марья Николаевнӑн пуҫӗнчи шлепки ӳкрӗ те ҫӳҫ кӑтрисем хулпуҫҫисем тӑрӑх сапаланса кайрӗҫ. Вӑл хальхи пӗлӳсен шайӗнче тӑракан ҫын, хӑйӗн рольне вӑл кун пек ӗҫре пӗтӗм йӗркесемпе пурӑнӑҫа кӗртме пултарать. — Милостивый государь, эсир шӳт тунӑ пек туйӑнать мана. Апла пулас пулсан — унӑн вилме тивет. Мӗнле хӑтӑлмалла-ха? Аха, заместитель. — Ма юрамасть? — хӗрелсе кайса ыйтрӗ Коля. Пӑх-ха, мӗнле мӑнкӑмӑлланса кайнӑ! Вуникӗ хут ҫапрӗ; ун хыҫҫӑн каллех шӑп пулса тӑчӗ, унчченхинчен те шӑпрах. Павел Петрович чӗрнисемпе сӗтел ҫине шакӑртаттарса илчӗ: — Аркадий s'еst degourdi, — асӑрхаттарчӗ вӑл. — Вӑл таврӑннӑшӑн хавас эпӗ… Унти рабочисем ҫавӑн пек тукалаҫҫӗ хӑш чух; анчах Вавжонпа Марыся ӑна урӑхла ӑнланчӗҫ. Ман! Акӑ тинех Марийка тухрӗ, вӑл ҫарран, чуллӑ сукмак тӑрӑх сиккелесе чупса Бяла Черкваналла васкарӗ. Сывлӑх сунатӑп сире, ҫӗр хур! Унра хӑшӗ-пӗри тата юлчӗ-ха. Калама ҫук чаплӑ револьвер та ун ҫумне патрунсем. Амӑшӗ ӑна итлесе пуҫне салхуллӑн сулкаларӗ, вӑл хӑй халиччен пӗлмен темле ҫӗнӗ, хурлӑхлӑ та савӑнӑҫлӑ япалана туйрӗ, — ҫав туйӑм унӑн ыратса кӳтнӗ чӗрине ачашларӗ. Ку тӗлӗшпе пирӗн питӗ тӳрӗ чунлӑ пулмалла, пӗр пӗрчӗ те улталама юрамасть. Акӑ тата мӗнлескерсем пулаҫҫӗ: хӑйсене хӑйсем ҫав тери тӗплӗн пӗлсе ҫитнӗ, хӑйсен кашни туйӑмӗ мӗнле хускалнине хыпашласа пӑхаҫҫӗ те хӑйсене: эпӗ акӑ туятӑп, акӑ эпӗ шухӑшлатӑп, тесе пӗлтереҫҫӗ. Христофор атте! Пӗрре пӑхсанах эпӗ Мул утравне курайми пултӑм. Ҫак ирхине пирӗн умра йывӑр ӗҫ тӑчӗ. Ҫил пулманнипе, пире шлюпкӑсене антарса, шкунӑна виҫ-тӑватӑ мил хушши весласемпе ишсе сӗтӗрсе кайма, мыс тавра ҫавӑрса ӑна Скелет Утравӗ хыҫӗнчи тӑвӑр пролива илсе кӗме тиврӗ. Пӗр минут та иккӗленсе тӑмасӑр вӑл Малькольм-Кэстле кайма шут тытрӗ. Акӑ мӗнпур жидсем кӑшкӑрашса ячӗҫ, хуралта тӑракан жичӗ вара чарӑнӑр тесе систерчӗ, Тарас вӗсем капла кӑшкӑрса хӑй кунта ларнине систересрен те шикленме тытӑннӑччӗ, анчах жидсем яланах ҫапла урамра пакӑлтатнине, вӗсен чӗлхине шуйттан та ӑнланас ҫуккине аса илчӗ те лӑпланчӗ. Лозневой батальонӗнчи салтаксемпе командирсене пурне те вӑхӑтлӑха, тӑшман йышӑннӑ территорирен тухиччен, вак подразделенисене салатрӗҫ. — Эпӗ сире юрӑхлӑ проводник тупса пама пултаратӑп. Яхта Талькагуанӑран тӳрех кӑнтӑралла каять, Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑнса вӑл Атланти океанӗпе Шотландине тавӑрӑнать. Эпир те хӑратпӑр, — терӗ Лукашка кулкаласа. Анчах эпӗ хумханса тӗрлӗ плансем тунӑ вӑхӑтра шӑпам маншӑн тӑрӑшнӑ иккен. Анчах Геркулес ҫыран хӗррине ҫӳренӗ чух шыв юхтарса кайнӑ кимме тӗл пулчӗ. Ылтӑн тӗслӗн те сиввӗн йӑлтӑртатса ларакан вӑрмансем ҫине, чухӑнланса юлнӑ ҫара уй-хирсем ҫине Андрей лӑпкӑн пӑхма пултараймасть, пур ҫӗрте те усал кӗр вӑйӗ пуҫ пулса тӑрса савӑннине лӑпкӑн пӑхма хал ҫитмест унӑн. — Ӗҫле айта! — терӗ пекарь хирӗҫ. Пысӑк пуҫлин, Корчагина ярса тытнин, тискер кайӑка чӗрӗ аш илӗртнӗ пек, хӗре тапӑннӑ ҫӗре каяс килет. Ҫав вӑхӑтра эпӗ пырса тӑтӑм та княжнана пуҫ тайрӑм, вӑл кӑштах хӗрелсе кайрӗ, унтан васкаварлӑн:— Тӗрӗс мар-и, мсье Печорин, мсье Грушницкие сӑрӑ шинель ытларах килӗшет вӗт… — терӗ. Анчах инҫетре тупӑсем кӗрленисӗр тата инҫетре те мар улатакка йывӑҫа пӗрмай шакканисӗр пуҫне нимӗн те илтӗнмерӗ. Туршӑн та ылтӑн, мучи, ҫӗр ҫӑттӑрах! — кӑшкӑрать Сергей, пысӑк бассейнлӑ сад тавра карнӑ решетке ҫумнерех хӗсӗнсе. Выляма чарӑнчӗ те, хӑвӑрт сиксе тӑрса, тӗм патнелле ҫаврӑнса хыттӑн ыйтрӗ: — Итлӗр-ха! Пӗлетӗп эп — эсир урӑххине кӗтетӗр… ҫапла вӗт? Тепринче тата, ҫӗрле, «Марусовкӑра» жандармсем пӗр яланах кичемлӗн ҫӳрекен вӑрӑм ҫынна тытрӗҫ, — эпӗ ӑна «Куҫса ҫӳрекен чиркӳ тӑрри» тесе ят панӑччӗ. Эпӗ темиҫе хутчен те ҫатӑртатса кайма хатӗрленсе пӑхрӑм, вӑл ӑна-кӑна нимӗн асӑрхамасӑр хӑйӗн ӗҫне калама ҫук лӑпкӑн, йӗркипе туса пырать. Вӑл хӑйӑр ҫине хырӑмӗпе ӳкнӗ те, аҫа кушакпа Теткӑна ярса тытса, вӗсене ыталама тытӑннӑ. — Ме, ӗҫ. Марьянушка! — терӗ карчӑкӗ, хӗрне кӑкшӑм тыттарса. Гаврила хӑйӗн ӳтне темле ӳсӗрӗлтерекен, йывӑрлантаракан сисӗм сӑрхӑнса кӗнине туйрӗ, ҫакӑн пирки пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, хупаха хӑравҫӑн сӑнаса пӑхакан куҫӗ тӗтреленчӗ… «Уйӑх ҫук апла, кум?» Пӗр ҫӑвар шыв ҫӑтса янипех манӑн сӳне пуҫланӑ пурӑнӑҫӑм тавӑрӑнчӗ. Вара вӑл хӑйӗн ӗҫне тишкӗрӳллӗн пӑхса тухрӗ те пусма картлашкисене, уйрӑмӑнах ҫӳлтисене, тарӑнлатма тытӑнчӗ. Вара каллех, мӗнпур вӑя пухса, ҫӳлелле улӑхма пикенчӗ. — Пӗрех май Г. летчик та Г. летчик теҫҫӗ. Юла-юпаҫҫӗ пулинех. Аркадий, хӑй именмен пек, пуҫне сӗлтрӗ. — Кӑвайт чӗртмелле мар-ши? — ыйтрӗ Дик Сэнд американецран. Этем тинӗсӗ кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шавлать, хумханать. — Мӗншӗн хуҫса пӗтертӗр? Вӑл хӑй ҫак ҫынсем пек ҫӑмӑллӑн, нумайӑн калаҫма пӗлменнишӗн хурланса кайнӑ, ҫавӑнтах Люба Маякина ҫакӑншӑн унран пӗрре анчах мар кулнине аса илнӗ. Илчӗ вӑл. Кӳме тӳррӗнех пычӗ, анчах ҫил арманӗ темшӗн сулахаялла пӑрӑнма тытӑнчӗ. — Эй эс, мелник хӗрӗ, вырӑнтан та ан хускал. Эпӗ ҫӳлелле, сывлӑшалла пӑхатӑп. Зала кӑштах вӗчӗрхенсе пырса кӗтӗм, анчах ирӗксӗртереххӗн пулин те, питӗ хавас кӑмӑллӑ пек курӑнма тӑрӑшрӑм. Авиацире ун пек атака темиҫе самант хушшинче, ҫав тери хӑвӑрт пулса иртет, вӑл хушӑра чи вӑрт-варт ҫын та пирус чӗркеме ӗлкӗреймест. Ӑмӑрткайӑк чатӑрӗ айӗнче выртакан старикӗн пӗренесенчен ҫапса тунӑ вырӑнӗ сулӑ пек ишсе кайрӗ те вӗсене вилӗмрен хӑтарчӗ. — О? Андрей ҫӗнӗ комбатран хӑрать. Мӗн кӑна каласа ан пар вӗсене, вӗсемшӗн пулсан, пурте кулӑшла. Акӑ вӗсем, хайхи нӑрӑсем. Ҫунаттисемпе йӑлкӑшса, сивӗ кӑвак тӳпере ташлаҫҫӗ. — Пӗр ҫын пулчӗ ман патӑмра — эпир унпа калаҫса илтӗмӗр — вара эпир… эпир питех те майлӑ калаҫса татӑлтӑмӑр. Алексей ӑна аллинчен тытса чарнӑ. Анкартисенчи тулӑ улӑмӗнчен шартлама сивӗре ҫутӑ сенкер август кунӗсен техӗмлӗ шӑрши кӗрет, типӗ шӑрӑх ҫилсен вӗри сывлӑшӗ ҫапать, ҫуллахи уяр тӳпе уҫӑлӑхӗ варкӑшса тӑрать… — Охо! — терӗ майор. Ӑна тӗнчере никампа та ан улӑштарӑр, никам сӑмахӗсене те ан итлӗр! Шухӑшлӑр-ха, ху юратсан, хӑвна юратманнинчен хӑрушӑраххи мӗн пулма пултарать? — О, Москау! — терӗ те Квейс, куҫӗсене чарсах пӑрахрӗ. — Нимӗҫ ҫарӗ часах пулать Москау! — Эпӗ, тӗрӗссипех, сирӗн карта пурри ҫинчен пӗлетӗп, — терӗ малалла Тӑсланкӑ Джон. Вӑл кунтӑк ҫине е чӑматан ҫине пӗшкӗнсе тӑратчӗ пулмалла, эпӗ шаккасанах тӳремӗн тӑчӗ те чӳрече патнелле пычӗ. Ну? Анчах вӗсен ухмахла ӗненӗвӗ ҫирӗпленетех ӗнтӗ. Эпир иксӗмӗр те, апат ҫини нумаях пулмасть пулин те, ватӑсем мӗн-мӗн хурса янӑ-ши тесе, корзинкӑсене пӑхма пуҫларӑмӑр. Катя корзинки ҫапах та манӑнне ҫӗнтерчӗ ҫӗнтерчех. Ӑҫтан манӑн аттене вӗсемпе танлаштаратӑн? Унӑн ҫырусем нумай, теплерен вӑл мана вӗсене кӑтартрӗ те, питӗ лайӑххисем пур. Унӑн сӑлтавӗ — генерал-майор Траубенберг унта ҫаршӑн кирлӗ пек йӗрке тӑвас тесе ҫирӗппӗн тыткалама пуҫланинче пулнӑ. Лось аппарат ҫинчен сиксе анчӗ те люкран кӗчӗ, харлаттарса ҫывӑракан Гусевпа юнашар выртрӗ. — Эсир хӑвӑртан ыйтатӑр-и?.. Вӑл юлташӗсем ҫинчен, вӗсене мӗнле ҫӑласси ҫинчен шухӑшларӗ. — Тепӗр тесен, тете нимӗн те ӑнланмасть пулас ӗнтӗ, анчах амӑшӗ хӑйне куҫҫуль ӑшнех путарнӑ пулӗччӗ… Ӑна хыҫалтан фарфортан тунӑ пек курӑнакан хӗрлӗ те ҫаврака питлӗ ҫамрӑк ҫын аллинчен ҫавӑтса пычӗ, вӗсем хыҫҫӑн ылтӑнпа илемлетнӗ мундирлӑ виҫӗ ҫын тата штатскисем виҫҫӗн вӑраххӑн утрӗҫ. Ҫак районра манӑн тата пӗр пысӑк ӗҫ пурччӗ-ха. Вӑл пукан ҫинче йӑшаланса илчӗ те васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ. Арӑмӗпе ачисене аса илет вӑл, килне тунсӑхлать, мӗншӗн тесен хальччен вӑл нихӑҫан та ҫемйипе уйрӑлса курман; ачисемпе арӑмне вӑл кирек епле шурӑ этемрен те кая мар юратать. Чӑнах та ҫапла пулса тухрӗ. Манан — хамӑн чун! Тул енчен пӑхсан, Ленӑпа вӑл ӗлӗкхи пекех лайӑх пурӑнать, унӑн апат-ҫимӗҫ карточкисене халӗ те Софья Ивановна илсе тӑрать. — Вӑл пӗр ҫӑвар шыв сыпрӗ. — Лайӑх шыв. — Мӗн ара эпӗ уншӑн, пуп-и е кам та пулин урӑххи-и? — Вӑл кунтан инҫе-и? Сержант мадера илсе килне хыҫҫӑн эпир пӗрер черкке ӗҫрӗмӗр, вара ӑна аллинчен тытрӑм та:«Сержант господин, тен, сирӗн те аҫӑрпа аннӗр пур? — терӗм. «Пур, Мауер господин…» — тавӑрчӗ вӑл. Пилӗк ҫул хушшинче тӑватӑ хутчен ҫын вӗлерни пулнӑ, иккӗшӗ тӳпелешсе вилнӗ, пӗрне тавӑрас майпа вӗлернӗ, тепӗрне — пӗр хӗр — шпульницӑна, чылай ватӑ тӗртевҫӗ кӗвӗҫнӗ пирки чиксе пӑрахнӑ. Кайрантарах Жоржеттӑна хӑрани кичемлентерсе ҫитерчӗ; вӑл паттӑрланса чӳречерен пӑхрӗ. Пире пушшех те хӗн килчӗ… — Индеецӑн чӑн сӑмахӗ, суймарӑм, — тетӗп эпӗ. — Пачах нимӗн те суймарӑн-и? Вӑл кӑвак такансем ӳкерчӗклӗ шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпи кивӗ те тасаскер, тураса якатнӑ ҫӳҫне ҫивӗтлесе янӑ, хулӑм та кӗске ҫивӗчӗ малалла усӑнса тӑрать. Лантенак пуҫне вара акӑлчансене тинӗс ҫыранӗ хӗррине илсе килес шухӑш пӑта пекех кӗрсе ларнӑ. Тепӗр кунхине анне вилсе кайрӗ… Кӗлетсем енчен пӗр вӗҫӗмсӗр тата хаяррӑн кӗрлесе тӑракан шӑв-шава илтсен, Давыдов ирӗксӗрех утӑмне чакарчӗ. Ҫын сан ҫинелле тискер кайӑк пек пырать пулсан, санра чӗрӗ чун пуррине йышӑнмасть пулсан, санӑн этемле сӑн-питне урипе таптать пулсан, ҫынна епле каҫармалла-ха? — Астӑватӑп-ха, ав ҫавӑнтан, Ҫурҫӗр енчен, ҫакӑнта, Графски урама, 2-мӗш Гвардейски армин салтакӗсем талпӑнса кӗчӗҫ. Ҫул ҫинче вӑл ҫапла шутларӗ: «майор мана курнӑ хыҫҫӑн ахӑлтатса кулса ямасан, пурте хӑй вырӑнӗнче ларни паллӑ пулать вара». Анчах кӑшт канса илсен, вӑл ҫапах та пӳрт патнеллех шуса кайрӗ, — пӳрт-ҫурт пулсан ӗнтӗ, пурнӑҫ та пур, — ҫапла шутлама хӑнӑхнӑ вӑл мӗн ачаранпах. Тата тепӗр япала ҫинчен ыйтатӑп: эсӗ маншӑн мӗн туни ҫинчен виҫӗ ҫын ҫеҫ пӗлмелле, урӑх никам та ан пӗлтӗр. Чӑнах, чӑнах ҫапла! — вӗҫлерӗ вӑл сӑмахне, Давыдов ун ҫине ӗненмесӗртереххӗн пӑхса тӑнине асӑрхаса. — Павел Петрович йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Нихҫан та! Вӑл, ҫӑварне карса, пуҫне пӑркаларӗ, хӗклетрӗ. Анчах Остап пулман пулсан козаксем ӑна тума та, кӑна пулма та ӗлкӗреймен пулӗччӗҫ, вӑл шӑп та шай тӑшман ҫарӗ варрине пырса кӗчӗ те, ултӑ пушкарӗнне фитилӗсене ҫапса ӳкерчӗ, тӑваттӑшӗнне ҫеҫ ҫапса ӳкереймерӗ: ӑна ляхсем каялла хӑваласа ячӗҫ. Банник чернил кӳлленчӗкне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса тӑкрӗ, ура ҫине тӑчӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте ҫурт тӑррисенче вут-ҫулӑм ҫӑмхисем хутшӑнсах пыраҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм ҫӳлелле хӑпара-хӑпара тӳпене ҫулать. Эпӗ вӑл хама мӗн каланине астуса илетӗп: — Эпӗ ӑҫта пытанса тӑнине ху шыраса пӑх, шыраса пӑх-ха акӑ, — тенӗччӗ вӑл. Америка континентӗнче никам та ниҫта та тупман-ха ӑна. Кунта эпир акӑ буржуйсем пекех мӑнтӑрланса кайӑпӑр, хе-хе! Пӳрт алӑкӗсемпе стенасем патӗнче хресченсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑраҫҫӗ. Анчах ҫук! Вӑл пӗрлештерсе тытнӑ пӗчӗк ывӑҫ тупанӗсене питҫӑмарти айне хурса сарлака кровать ҫинче выртатчӗ, унӑн ӳчӗ спальняри мӗнпур япалапа пӗрешкел ылттӑн тӗслӗрех ҫитти айӗнче пытанса тӑратчӗ, ҫивӗтлесе янӑ хура ҫӳҫӗ тӗксӗм хулпуҫҫи урлӑ усӑнса, хӑйӗн умнелле тӑсӑлса выртатчӗ, хӑш чух кровать ҫинчен ҫӗрелле усӑнса тӑратчӗ. Халь вара походчен кунтах пурӑнасшӑн. Виҫӗ лаши те пӗр ҫулпах чуптарса пынӑ, анчах пӗр вӑхӑтра мар тата пӗчченшерӗн пынӑ. Маркиз тӑчӗ. Хӗҫ-пӑшалланнӑ ҫамрӑксем сотниксемпе теҫетниксем патӗнче ҫар ӗҫне вӗренме тытӑнчӗҫ; хӗрарӑмсем патронсем турӗҫ, ура чӗркемеллисем тӗртрӗҫ, пӑяв-кантра яврӗҫ, карчӑксем сухари типӗтме ҫӑкӑр пӗҫерчӗҫ; атӑҫӑсем хутаҫсемпе царвульӑсем ҫӗлерӗҫ, патрон ҫаккисем турӗҫ, пӑлхавҫӑсем валли тата ытти кирлӗ ӑпӑр-тапӑр хатӗрлерӗҫ; ял старостисемпе хырҫӑ-марҫӑ пуҫтаракансем, кметсем тата ытти ҫавӑн йышши официаллӑ ҫынсем хӑйсемех пӑлхава пикенсе хатӗрленме тытӑнчӗҫ. — Эсир кун пирки ан шутлӑр, Николай Иванович! — терӗ амӑшӗ татӑклӑн. Унӑн пӑккине туртса кӑлартӑм та ӑшне чӗркесе хунӑ чӗркӗмӗлне силлесе тӑкрӑм, вара ҫӑкӑрне чӑмлама тытӑнтӑм. Епле вара эсир, е Балтикӑра, е Хура тинӗс флотӗнче? «Кам эс, мӗн ӗҫпе алӑк умӗнче ҫапкаланса ҫӳретӗн?» — малтанхинчен те сиввӗнрех ыйтрӗ тимӗрҫе, Чуб патнерех ҫывхарса. Фермер арӑмӗ пӗр хӗрарӑм тарҫине икӗ галлона яхӑн кӗрекен пӗчӗк черкке илсе килтерчӗ те унта темле эрех пекскер туллиех тултарчӗ. Ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те кукамай татах пӗлтерчӗ: — Эпӗ ӗнтӗ пӗрмай турра пӑртак ҫырлахтарас тесе тӑрӑшатӑп, старике вӑл ытлах ан хӗстӗрччӗ, — халь ӗнтӗ хам ӗҫлесе тупнӑ укҫаран ҫӗрлехи вӑхӑтсенче вӑрттӑн пулӑшу парса ҫӳреме пуҫларӑм. — Ҫапла. Ахӑртнех, хам ирӗкпе пӑрахса кайнӑшӑн, мана кӑштах сӑмах тӗртсе хирӗҫӗҫ, анчах «Испаньолӑна» тытса илни пурне те шӑлса якатӗ, вара капитан Смоллеттӑн хӑйӗн те манӑн ӗҫсене йышӑнмалла пулӗ. Манран кирек мӗнле улпут та инҫетре тӑрать. Иртсе кайрӑмӑр… — Кам пӗлет ӑна! — тетӗп. Пӑхӑнуллӑн чӑтни, темӗнле чӗрӗрех пурнӑҫа сас памасӑр кӗтни ҫыран хӗрринче авӑтакан куккук сассинче те палӑрнӑ пек пулнӑ… — Тӗрӗс! Тӗрӗс! — тепӗр хут кӑшкӑрчӗҫ матроссем. Ырӑ ҫын пулӑр, — терӗ Ковалев, йӑлӑнса: «май ҫук-и вара? мӗнле те пулин лартӑр вырӑнне; лайӑхах лартмасан та, вырӑнӗнче тытӑнса тӑрсан та юрать, тепӗр чухне ӑна эпӗ ӳкесрен пӳрнепе те тӗртсе тӑма пултаратӑп. Эль-Койот хӑравҫӑ пулнӑ пулин те, ун куҫӗнче сивӗ кӑмӑлпа хаярлӑх палӑрчӗ, алли ӗнтӗ кинжал авринчен ярса тытрӗ. Кунсӑр пуҫне тата, юрӑхлӑ вырӑнсенче, фугассем хурса тухрӗҫ. Халӑх лӑпланчӗ, пурте килӗсене саланчӗҫ. Картиш пушанса юлчӗ. Колчо хальхинче Фратю господин сассине уйӑрса илчӗ. Ҫӗрле, буфетӑн икӗ пӳлӗмӗнче те чупкаласа ҫӳресси лӑплансан, аялта кухня чӑланӗсенче официантсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Унта вара хӗрсе кайса: «очко» тата «девятка» ҫапаҫҫӗ. Пӑлхавҫӑсем вӗсене хӑйсен пӑшалӗсене пачӗҫ. Катастрофа Патагони ҫыранӗсен ҫывӑхӗнче пулнӑ пирки эпӗ пӗрре те иккӗленсе тӑмастӑп. Тепӗр енчен эпӗ Глазгона ҫитсен, «Британин» маршручӗ ҫинчен ыйтса пӗлетӗп, вара вӑл унти шывсенче пулни пулманни пире паллӑ пулӗ. — Лайӑх мар хыпарсем, — тенӗ Пойндекстер, хута хӑвӑрт куҫпа пӑхса тухса. Ҫак самантра тахӑшӗ тата: «Ҫунатпӑр!» — тесе кӑшкӑрса ярать. Ун хыҫӗнчен ҫул ҫине Павел тухса пырать. Яштак, хыткан, тискер Челкаш, усаллӑн шӑлне йӗрсе, мӑшкӑлланӑн ӗхӗлтетсе кулчӗ, унӑн ырхан шӗвӗр пичӗ ҫинчи мӑйӑхӗ шӑртланса сиккелерӗ. Хӑлхуна пӗшкӗрт ман пата… Хамӑр вӗреннӗ «У–1» самолетӑн сулахай енӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асӑмра тӑрса юлать. Ку пӗр виҫӗ сехет хушши тӑсӑлчӗ. Сарай патне пӗрле кайрӗҫ. Гленарванпа Роберт тата Ольбинет та аллисене пӑшал илсе, вӗсемпе пӗрле хутшӑнчӗҫ. Ҫӗнӗ планета орбити мӗнле-ха? Тускуба карланкинчен ҫатӑрласа тытрӗ те пурҫӑн тӳпемрен ывӑтрӗ. Январь кунӗ каҫалла сулӑннӑ; каҫхи сивӗ лӑпкӑ та хускалми сывлӑша тата вӑйлӑнрах хӗстерсе лартрӗ, юн тӗслӗ хӗвеланӑҫ хӑвӑрттӑн сӳнсе пырать. Эпӗ — Воропаев ятлӑ. — Иваи Иваныч, ҫав дневниксем, вӗсем сирӗн патӑрта-и, кунтах-и? Хуҫа шӑнкӑравларӗ те каҫхи апат юлашкисене илсе кайма хушрӗ. — Эппин, кун пирки ҫапла йышӑнтӑмӑр, — терӗ вӑл, кресло ҫине лайӑхрах вырнаҫнӑ май, сигара чӗртсе, — пирӗнтен кашниех хӑйӗн пирвайхи юратӑвӗ ҫинчен каласа парать. (Ҫамрӑксем хӑйсен номерне тавӑрӑнсан чӑнах та унта кӗтессисене хутлатнӑ, пӗр енне французла, тепӗр енне авалхи славян ҫырулӑхӗпе Ситников тесе ҫырнӑ карточка тупрӗҫ). Хӑнана кайнӑ чухне хуҫа хӑшпӗр чухне хӑйпе пӗрле мана та илетчӗ. Эпир юратнӑ пирки вилсе каятпӑр е пире юратушӑн кӗрешнӗ ҫӗрте лапчӑтса хураҫҫӗ, — пурӗ-пӗр: пире пӗтме пӳрнӗ… Ҫак вара чепуха мар-и? — Вӑл ыран килет, — терӗ Власова, хулпуҫҫи ҫине тутӑр уртса. Ромашова вӑл хӑй ҫине куҫран тӳп-тӳррӗн тӗллесе пӑхнӑнах туйӑнчӗ. Ытла та пӑчӑ унта — чӑтма ҫук, пӗтӗмпех лачкам тара ӳкрӗм, анчах ҫапах та унта чуна лӑпкӑрах, туршӑн та! Турӑ пире кунта айван ачасем туса ярать, каялла ӑслӑ стариксем пулса пымашкӑн ыйтать, апла пулас тесен, вӗренес пулать! Халл капитан ҫакна лайӑх ӑнланчӗ. — Апла пулсан мӗнех-ха? Вӑл лайӑх мар вырӑн. Унӑн таса шурӑ питне тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, юрататтӑмччӗ; анчах халь ун ҫине тимлӗрех пӑхрӑм та тата хытӑрах юратса пӑрахрӑм. — Ав мӗнле хӑтланса ҫӳретӗн иккен! — Ӑҫта? — терӗ Пойндекстер. Ирхине ултӑ сехет иртсен вӑл Контир молӗ патӗнчен пӑрӑнчӗ те, Ҫурҫӗр каналӗнчен Аслӑ океана тухрӗ. Лось йышӑну аппарачӗ умне ларчӗ, итлев шлемне тӑхӑнчӗ. Андрей ӑна тӳрех палласа илчӗ те ҫавӑнтах каялла чакрӗ. Хам каласа пани епле пулсан та ҫыхӑнуллӑрах та ӗненмеллӗрех тухтӑр тесе, эпӗ ӑна хӑшпӗр ыйтусем пирки кӑна кӗскен ӑнлантарса патӑм. Ҫак хушӑрах хам мӗнле ҫӗршыв ҫынни пулни ҫинчен суйма шутларӑм, хама эпӗ голландец пулатӑп, терӗм, мӗншӗн тесен эпӗ Японине кайма ӗмӗтленеттӗм, унта европеецсенчен голландецсене кӑна кайма ирӗк паратчӗр. Ют ҫын ачисене тӑрантарса пурӑнма-и? Хӑрушшӑн кӑшкӑрса ярса вӑл портрет патӗнчен каялла сиксе ӳкрӗ те вӑранса кайрӗ. Хапхана сыхлакан салтаксем тӑкӑрлӑксенчи тӗрткелешӗве лӑпкӑн сӑнаса тӑраҫҫӗ, машинисене ҫеҫ малалла кӑларса лартнӑ, вӗсен спиралӗсенче хӑмӑр кӑвак ҫутӑ ҫатӑртатать. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Петр Андреевич Марья Ивановнӑна качча илнӗ. Вӑл, мӗскӗн, пӗтӗмпех вӑйран сулӑна пуҫларӗ вӗт, — тенӗ Миките, пур ҫӗре те кайма хатӗр, хашкаса тӑп тӑракан, йӗп-йӗпе лаша ҫине кӑтартса. Темиҫе хутчен те хумсем палуба урлӑ йӑваланса каҫрӗҫ, ҫавӑнпа та ун ҫинче нумайччен тӑма та хӑрушӑ. — Чи хӑрушӑ енчен. Йывӑрлӑхсене пурне те хамӑн шухӑшласа кӑларма тивет. — Апла пулсан эсир ӗлӗкхи пекех, ҫар сучӗ тӑвас, ҫав суда тума манран килӗшӳ ыйтас тетӗр иккен. — Календарь ав ҫумӑр та тӑвӑл пулать тесе кӑтартать, пирӗн ҫӑтмахри пек ҫанталӑк! Его благородие мана хӑй ҫийӗнчи тӑлӑпа парать. Улпутӑн хӑйӗн ирӗк, санӑн, холопӑн, ӗҫӳ пӗрре, тавлашса тӑмасӑр ӑна итлес пулать. Ҫав старик ҫине пӑхса эпӗ кунта темле аван мар, хирӗҫӳллӗ япала пуррине туйрӑм. Чӑн та, тискер ҫынсене халь те йӑлтах парӑнтарса ҫитермен, анчах тапӑнассине вӗсен чылай сайрарах пырса тапӑна пуҫланӑ. Унта икӗ хӗрарӑм ларатчӗҫ: пӗри — карчӑк, тепри — ҫамрӑкки, иккӗшӗ те тумтир саплатчӗҫ, тата икӗ хӗрача, йӗпсисене вылятса, темӗн ҫыхатчӗҫ. — Пит те селӗм! — хавасланчӗ боцман. Ытлашши пысӑк савӑнӑҫ та ҫынна вӗлерме пултарать. — Каймаллах ӗнтӗ манӑн. Ӑс-тӑнӗ таврӑнсан, Володя ун-кун пӑхрӗ те: хӑй умӗнче, бруствер ҫинче, шенкер мундирлӑ ҫынсем тӑнине курчӗ. Ҫав пыльчӑк та йӗркесӗрлӗх сана асаплантарнине пӗлеттӗм эпӗ, анчах каялла чакасси ан пултӑр тесе эсӗ пурнӑҫна пама та хатӗрччӗ. — Сехет ытла! — ирӗксӗрех тепӗр хут каларӑм эпӗ, вара, гостинӑйне таврӑнса, сывпуллашма васкарӑм. Ак ҫапла. Лайӑхрах пулать кун пек. Каялла кайма пултарать ӗнтӗ, анчах унта лешӗ, пӗчӗк мӑйӑхлӑ ют ҫынӗ пур; вӑл куҫне чарса выртать… Анчах та тепӗр ҫу пуҫламӑшӗнче Кирила Петровичӑн килти пурнӑҫӗнче чылай улшӑнусем пулчӗҫ. Рыбин тӗрӗс каларӗ — эпир хамӑрӑн ура айӗнче ҫӗр пуррине туймастпӑр. Мӗншӗн асаплантараҫҫӗ халӑха, мӗншӗн хӗн кӑтартаҫҫӗ пире пурне те? Королӗн кухни чӑнах та пит илемлӗ те чаплӑ ҫуртчӗ; унӑн свочӗсем ултҫӗр фут ҫӳлӗш. — Темле Григорьев, — терӗ старик. Ҫак кун Гленарван ученӑйсенчен халиччен нумайӑшӗ пӗлмен пӗр истори ҫинчен илтрӗ. Вӑтам шкулти профессорсем — пит хаваслӑ ҫынсем пулмалла! Ӑна «Алтуйи пусси» теҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна алтуйипе туртса илнӗ. Эпе нимӗнех те пултараймастӑп пулин те:— Ҫапла, — терӗм. Ҫынсем те, чӗрчунсем те вӑрҫӑра ҫакӑн пек хӗрӳлӗх кӑтартмаҫҫӗ тесе ҫирӗплетет Ливингстон. Раковинӑран усал шӑршӑ кӗнине туймасть вӑл, енчен туйсан та уншӑн урӑхла пулма пултарайман пек, хӑй ҫӑвӑнакан супӑнӗ, таса маррине пула, кӑпӑк кӑларман пулин те уншӑн ниме пӗлтермест. Вӑл, савӑннӑскер, аллисем ҫине сурчӗ, куҫ харшисене пусарчӗ, унтан кортика ҫав тери вӑйпа сулса илчӗ, кортик ҫивӗччӗшӗ сывлӑша шӑхӑрса ҫурни илтӗнчӗ. — Пурне те тӑрук тӑваймӑр, тӑрук мар, хаклӑ тусӑм, майӗпе майлашӗ-ха, пурте, — шантарса и каларӗ Реде. — Тӑхтӑр-ха, — пуҫларӗ Санин. Хӗвел халӗ ҫеҫ анса ларнӑ; тӳпере тӑсланкӑ, хӗрлӗ пӗлӗтсем курӑнаҫҫӗ. Тен, сӑнран пӑхсан, кӑштах ҫамрӑкрах та-и вӑл? Йӗнер ҫинче лараканскер, вӑл пӑхса хытсах кайрӗ, темиҫе секунд хушши тӗлӗннӗ куҫӗсене хӗрарӑм ҫинчен илеймесӗр пӑхрӗ. Каҫхи ҫутӑпа унӑн куҫӗсем ӑраснах хытӑ йӑлкӑшаҫҫӗ, тута хӗррисем шӑрӑх чухнехи пек кӑшт уҫӑлнӑ. Хытӑрах кала… Агрономсем мӗн каланисене хӑлхана чике пуҫларӑм эпӗ, чирленӗ арӑма пӑхнӑ пекех, ҫӗре тимлӗн пӑхма тытӑнтӑм. — Савнӑ чунӑмҫӑм, Андрюша! — уҫӑлса кайнӑ чӗринчен савӑнӑҫпа тулнӑ сӑмахсем ҫӑлкуҫ шывӗ пек тапма, ялтӑртатса юхса тухма тытӑннӑ пек калаҫма пуҫларӗ амӑшӗ. Персен те ӳкмен, ӳкме те шухӑшламан ҫын ҫине вӑл пӑхма та хӑяймарӗ. Турат хушшипе ӑна ҫын мӗлкисем курӑнса кайрӗҫ, вӗсем вут тавра ларса тухнӑччӗ, пӑлхарла сӑмахсем те илтӗнчӗҫ. А эпӗ вара вунвиҫ ҫултах юраткаласа кайкаланӑччӗ… — Апат вӑхӑтӗнче вӑл манӑн порцине ҫимест вӗт? — ыйтрӗ Базаров. Урапана кӳлсе хатӗрленӗ хыҫҫӑн эпӗ хамӑн йыттӑмпа пӗрле унӑн мӑкӑрӑлса кайнӑ хуп тӗпӗ ҫине аран-аран вырнаҫса кӗрсе ларсан, Касьян та, малтанхи пекех салхуллӑ сӑн-питлӗскер, малти тӗнӗл тӗлне улӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, — ман пата Ерофей пычӗ те темӗнле, вӑрттӑнла пек, пӑшӑлтатса сӑмах хушрӗ: — Унпа пӗрле хӑвӑр кайса эсир питӗ лайӑх турӑр. — Ҫук, анчах та ман пуҫа вӗсем килсе кӗмеҫҫӗ-ҫке-ха. — Пӗр ачана вӗлернӗ тенине эпир Гукервильре илтсеччӗ, анчах Гек Фина кам вӗлернине пӗлместпӗр. Ирхине, тӑхӑр сехетре, кӗлле кӗме чан ҫапсан, пурте Кирила Петрович лартса панӑ, тата вӑл парса тӑракан парнесемпех ҫулсерен капӑрланса пыракан ҫӗнӗ чул чиркӗве уттарчӗҫ. Анчах халӑх ҫилли ун ҫине ӳкрӗ. — Эсӗ ӑна мазуркӑ ташлама чӗннӗ-и вара? Ҫӗрле каллех вӗриленсе каятӑр, эсир манӑҫӑнасшӑн, анчах сирӗн юратакан арӑмӑр, ырханскер, шурса кайнӑскер, сайра хутран ассӑн сывласа, — пӗчӗк лампӑн аран палӑракан ҫутинче хӑвӑра хирӗҫ кресло ҫинче ларнӑ май кӑшт хускалкаланиех, кӑшт сасӑ кӑларниех сире тарӑхтарать, вӗчӗрхентерет. Хулана йӗри-тавра ҫӗр купаласа тунӑ ҫӳллӗ хӳтлӗх — вӑл хупӑрласа тӑрать. Ку вӑл лутрарах ҫӗрте батарея вырнаҫтарнӑ чул стена, пӳрт е юман тӗкме туса лартнӑ. Бажон ҫинче тӑракан мэр шлепкине ҫӗклерӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Сывӑ пултӑр республика! — Ҫапӑҫатӑн, — терӗ те Ситанов, казака авӑнтарса хума хатӗрленекен куҫпа питӗнчен пӑхса, ун патнелле пыма пуҫларӗ. Станра пӗр этем чунӗ те ҫук. — Епле пурӑнатӑр эсир, Михайло Иваныч? — ыйтрӗ Павел, ӑна хирӗҫ ларса. Ҫакӑн чухне хӗрарӑмшӑн та, унӑн ачишӗн те ӳт юратӑвӗ сиенлӗ. Анчах кунта чи йӗрӗнмелли — вӗсен тумтирӗсем ҫинче йӑраланса ҫӳрекен пыйтӑсемччӗ. Часах эпӗ шуса анакан хӑвӑртлӑхпа пынӑҫемӗн вӑйлӑн ӳссе, ҫын ӳкнӗ чухнехи пекех хӑрушӑланса пыма пуҫларӗ. Хирӗҫҫисен картишӗнче автан авӑтса ячӗ. Оленин вара ҫаплах, тем ҫинчен шутласа, каллӗ-маллӗ утса ҫӳрерӗ. Унӑн хура фраклӑ ҫӳлӗ кӗлетки, шухӑш-кӑмӑлне уҫӑмлӑн палӑртакан шурса кайнӑ пичӗ ҫав тери кӑмӑллӑ; сӑхсӑхма, аллине ҫӗре перӗнтерсе пуҫ тайма, пупран ҫурта илме е тупӑк патне ҫывхарма яланхи пекех пӗр иккӗленмесӗр тунӑ хусканӑвӗсем те килӗшӳллӗ; анчах, мӗншӗнне пӗлместӗп, шӑпах ҫав самантра вӑл кӑмӑллӑ курӑнма тӑрӑшни килӗшмерӗ мана.. — Мӗнпе амантрӗҫ? «Мӗскер! Тепӗр кунхине килнӗ чух карчӑк йӑлтах йӗрсе пӗтнӗччӗ, ӗшеннӗскер, аллинчи сунчӑкне хумасӑрах алӑк патне ларчӗ. Комендант кил ҫурчӗ маншӑн сиввӗн туйӑна пуҫларӗ. Ерипенех килте пӗр-пӗччен ларма хӑнӑхрӑм. Анчах чи палӑрмалли вӑл — эпӗ ун ҫинчен пӗрмаях манса каяттӑм! — Катя Полярнӑйра! Амӑшӗ ҫапла тул ҫутӑличченех ларчӗ, пӗрре те ывӑнмарӗ, хӑйӗн ӑшӗнче вӑл пӗр ҫӗр тата вӑрӑмрах пулинччӗ тесе ҫеҫ шутларӗ. Унта Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри тата Джо Гарперӑн амӑшӗ лараҫҫӗ, вӗсем темӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ. — Темиҫе ҫул иртсен эсӗ нумай япалана ӑнланӑн-ха. Икӗ сехет те иртмен, мексиканка ӗнтӗ инҫетре пулнӑ, анчах вӑл Рио-Гранде еннелле каякан тӳрӗ ҫулпа мар, Аламо шывӗн хӗррипе кайнӑ. Унӑн питӗнче: «турӑ телей пачӗ, тискер кайӑка вӗлертӗм; халӗ ӗнтӗ мучи те кирлӗ пулчӗ», тени палӑрнӑ. «Тӑхтӑр-ха! малтан калӑр мана, мӗн вулатӑр эсир?» Миките малтан нумайччен пӗр тапранмасӑр выртнӑ, тӑрсан-тарсан вӑл хыттӑн сывласа янӑ та кӑшт тапраннӑ. Партин уҫӑ пухӑвне каҫхине ултӑ сехетре ирттерме палӑртнӑ, анчах тӑватӑ сехет тӗлнех шкула ҫӗр аллӑ ҫын ытла пухӑнчӗ. Кантӑксемпе алӑксене яри уҫса пӑрахнӑ пулин те, пур классене те килти табак, спирт пекех хӑватлӑ арҫын тарӗн шӑрши тата йӳнӗ помадӑпа супӑнь шӑрши сарӑлнӑ, — ку шӑрша ӑна пӗр кӗтессе пухӑнса тӑнӑ капӑр тумлӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсем сараҫҫӗ. Каҫ пулнӑ тӗлелле пӑлхавҫӑсем куляна та пуҫларӗҫ. Инҫетри хуралҫӑсем сыхланса тӑма кирлине пӗлтереҫҫӗ. Ҫитменнине тата вӗсен хӑшпӗр кӗнекисем е ҫӗтӗлсе, е восстанисем вӑхӑтӗнче ҫухалса пӗтнӗ. Халӑх ларакан тенкел ҫинче пурте шӑпланчӗҫ, сывлӑшра такам шӑппӑн макӑрни ҫеҫ хуллен чӗтренсе тӑчӗ. Эпӗ Радуб ятлӑ. 1-мӗш Шепеткова станцин телеграф пӳлӗмӗнче виҫӗ Морзе аппарачӗ, нимӗн ывӑнмасӑр, пӗр хӑнӑхнӑ хӑлхана ҫеҫ ӑнланмалла калаҫупа шӑкӑртатса лараҫҫӗ. — Вӑл ҫук. Ҫитменччӗ хуйхӑ, ак пулса тӑчӗ ӗнтӗ… — терӗ вӑл пусӑрӑннӑ сассипе. Эпӗ те хам ята вӑрттӑн ҫырса хутӑм; кам та пулин: «Сан ятна мӗнле ҫырмалла?» — тесе ыйтсан, эпӗ ӑна тахҫанах хӑнӑхнӑ ят пек пӗр такӑнмасӑр ҫеҫ каласа хуратӑп. Король пирӗн чиркӗве ҫӳрет тенӗ хыҫҫӑн вӑл татах:— Мӗнле? Яланах ҫӳрет-и? — тет. Тухса кайӑр кунтан, юлташсем, тухса кайӑр. Ҫавӑнпа ӗрӗхсе кайнӑ та вӗсем. Анчах ҫакнашкал хисепе вӗсем сайра хутра ҫеҫ, питех те чаплӑ ҫынсемшӗн кӑна тӑваҫҫӗ. Хӗр-тантӑшӗсем вӗчӗрхенсе кулни ӑна пушшех ыраттарчӗ. Шывӗ те — калама та кирлӗ мар ӗнтӗ, тьфу! — Елена, мӗнле намӑс мар сана! — Вӑл вӗт хӑйне хӑй палӑртас ҫук. Ну, мӗнле сана ӑнланмалларах каласа парам-ши? — Мӗн ятлӑ ҫак халь ҫыхаканни? — ыйтрӗ Ромашов, ҫӑмхаран Александра Петровна алли патнелле тӑсӑлакан ҫиппе пӳрнисемпе асӑрхануллӑн илсе. — Квакин йышши хулиганах пулӗ, тен. — Ҫапла. Ман паян урӑх ҫӗре каймалла, анчах… — Ҫук, ыран та юрать. Сӗрессе те сӗртӗм вӗсене лайӑхах… Ҫут ҫамка еннелле пур енчен те ыйтусем вӗҫме пуҫларӗҫ, лешӗ ҫине тӑрсах, парӑм тӳлеме хистекен ҫынсенчен хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек, ответлесе хӑтӑлма тытӑнчӗ. — Ҫӗлесе парӑп, эпӗ ӑна питӗ тирпейлӗ ҫӗлесе лартӑп, эсӗ ҫӗввине асӑрхамӑн та. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫлесе, ҫак оратор гуигнгнмсем ашаксене сивлесе ехусене хӑйсен аллине илентерме шутланипе питех те ӑссӑрланса хӑтланнӑ тенӗ. Ҫак пӗтӗм ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче тӳссе ирттернӗ пӗртен-пӗр хӗн-хур пулнӑ, ҫакӑн ҫинчен асӑнсанах вӑл пӗтӗм пӗвӗпе чӗтреме пуҫланӑ; пӗртен-пӗр ҫак япалашӑнах вӑл маориецсене каҫарма пултарайман. Унӑн тӑршшӗ ултӑ ярд, хулӑнӑшӗ питех те хулӑн тӗлте виҫӗ ярд ытларах пулать. Лена ҫине тимлӗн пӑхса тата ӑна алӑ парса, вӑл ҫапла каларӗ: — Маттур эсир, туршӑн та, Елена… — Петровна, — хушса хучӗ Воропаев. Тӑман вӗҫтерет, ҫилӗ хӑрушла ҫавӑрать, шӑнса вилетӗп пулӗ тенӗччӗ, — васкавлӑн каласа пама тытӑнчӗ Жорж, унӑн чӗркуҫҫи ҫинче выртакан аллине ачашласа. Ҫакна курсан, Вавжон хӗпӗртесе ӳкрӗ: «Эх, эсир, вӑрмансем, ешӗл хирсем!» — тесе кӑшкӑрса ярас килчӗ унӑн. — Вӑл: Ҫӑрттаншӑн мана ҫулталӑкран ытла е, ытах пулсан, икӗ ҫултан ытла памаҫҫӗ, ҫулталӑк е икӗ ҫул эпӗ лайӑхах ларса тухатӑп, дежурствӑна ҫӑмӑллӑн ирттеретӗп… — терӗ. Вӑл ҫивӗччӗн шӑхӑрчӗ те каллех тӑсса кӑшкӑрчӗ: — Арто-о-о! — Эпӗ те нумай чухне ҫаплах шутлатӑп. — Пире кунта та япӑх мар; ӑна тӗкӗнмесен аванрах пулӗ, хӑй вырӑнӗнче лартӑрах. Кораблев, эпӗ пырса кӗрсен, кулса ячӗ, эпӗ вара: «Юриех пулӗ», тесе шутларӑм. — Эсӗ чӗрӗ, эсӗ манӑн, — терӗ Елена, унӑн пуҫне ыталаса лӑпканӑ май. Миките ҫывӑхри ялтан пулнӑ, аллӑ ҫулхискер, кил тытма пӗлеймест тенӗ ун ҫинчен ҫынсем, — ҫур ӗмӗрне ытла ҫынсем патӗнче ирттернӗ. Пирӗн ҫынсем мӗншӗн кӗрешнине тата вӗсем пӗтӗм тӗнче историнче мӗнле паллӑ историллӗ ҫӗнтерӳсем тунине пӗлме кӑмӑллӑ та, савӑнӑҫлӑ. Каҫхи хӗвелӗн ӑшӑ йӑлтӑркки Джеммӑн ҫамрӑк пуҫне ҫутатса тӑчӗ — унӑн пит-куҫӗ вара ҫак йӑлтӑрккаран та илемлӗрех, ҫутӑрах пулчӗ. Санин та ҫаплах турӗ. Сирӗн тус, мистер Стумп мана каланӑччӗ, — эпӗ ӑна йӑлтах шанса тӑратӑп, — эсир темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ ҫавӑн пек пурнатӑр, тесе. — Эсӗ пӑркаланса ан тӑр, Нагульнов! Ӗлӗк тава тивӗҫлӗ ӗҫсем туни ҫине таянма кирлӗ мар халь! — пӳлчӗ ӑна райисполком председателӗ. — Кораблев. Вӑл ӗнтӗ хӑйне пӗчӗккӗн кӳрентернисене, тӗлӗнтернисене час-часах туя-туя илнӗ. Рота шкулӗнче «сӑмахлӑхпа» аппаланаҫҫӗ. — Ӑҫтан пӗлетӗн эс вӗсене? Эпир ҫула ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле тытрӑмӑр; ҫил кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗретчӗ. Мӗнешкел илемлӗ тавралӑх, мӗн тери ҫӑмӑл, мӗн тери лӑпкӑ чӗрере… — Манӑн ҫиес килет, — терӗ вӑл. Халӗ те чӗрӗ, сывӑ. Алӑк хӑлӑпне ярса тытрӗ, хӑй калаҫать: «Темле ухмахла япаласем шухӑшласа кӑларатӑр эсир! Пӗр йӑваш кролик отряд ҫулне татса кайсан, тӗшмӗшсене ӗненекен матроссем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ. — Ҫапла, Дик мистер, Негорӑна, тен, вӑл пирӗн хыҫҫӑн пырать пуль, э? — Ҫук, именчӗк мар. Вӗсем хушшинче, сӗтел ҫинче, шурӑ эрехпе четвӗрт кӗленчи тӗксӗммӗн ҫуталать, темле палӑрчӑк шӗвеклӗ пушӑ турилккепе тӑп-тулли икӗ стакан ларать. Ҫыртмалли-ҫимелли таврашӗн йӑхӗ-йӗрӗ те ҫук. Пӗр секунд та ҫухатма юраманнине ӑнланса илсе, эпӗ хамӑн хуҫланакан ҫӗҫҫе кӑлартӑм та шӑлпа уҫрӑм, унтан канатӑн сӗвемӗсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне касма тытӑнтӑм. — Кам вӗлернӗ ӑна? — Ку та тӗрӗсех, — терӗ Пугачев, кулкаласа. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ; хӑй ертсе пыракан самолёт унпа юнашарах, ним уйрӑлмасӑрах пынӑ. Ҫав самантрах вара ҫак сӑмаха та калама тӑрӑшаттӑм: чӗлхесӗр янавар. Хӗҫӗсене чӑнкӑртаттарса пӳлӗме кӗрекен жандармсемпе пӗрле мӗн лекнӗ ҫавна тӑхӑннӑ чӗтрекен тарҫӑсем патне тухса, Артур темиҫе утӑм ярса пусрӗ. Тюильрире плугпах ӗҫлеҫҫӗ. Ух, ҫав вӗҫен диалектики! Вӑл ҫакна ӑнланчӗ те урӑх сӑмах пуҫларӗ. Пӑх-ха ак кунта. Тӗлӗнмелли те ҫук. Эпӗ чӗркуҫленсе ларса сиртен ыйтма хатӗр… Ҫӗрӗ типсех пырать, курса та юлма ҫук… Эсӗ кайсан, эпӗ те кайма пултаратӑп. Ҫак чӑнкӑ вырӑнтан анар та арча шырар. Ҫапла-и? — Ман ҫуман чашкӑ-тиркӗ нумай. Ах, аван!» тет пӗр вӗҫӗмсӗр Анна Васильевна; вӑл хаваслӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра янине хирӗҫ Увар Иванович пуҫне сулса ответлет, пӗррехинче: «Мӗн каламалли пур!» тесе те хирӗҫ тавӑрчӗ. Анчах сирӗн унта, — терӗ вӑл каллех запорожецсем еннелле ҫаврӑнса, — Сечӑра нихҫан та авланмаҫҫӗ тенине илтнӗччӗ эпӗ». — Авӑ, куратӑр-и, — терӗ хӗр тепӗр самантран, темле сивлекрех сассипе, — кашнин харпӑр-хӑй ҫулӗ. Вилӗ кушаксемпе эсӗ шӗпӗнсене епле пӗтеретӗн тата? — Чарӑн-ха эсӗ, кӳршӗ, — терӗ Юрий. Касьян ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ те, унтан пуҫне чиксе шӑлӗсене йӗрчӗ. Эсӗ ман амаҫури ывӑл пулсан, эпӗ сан тӗкна лайӑх татӑттӑм. Унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ Фома Любӑн шурӑхнӑ, хӑраса кайнӑ, тата, ҫав вӑхӑтрах, савӑнӑҫпа ҫуталнӑ питне курнӑ, — вӑл ашшӗ ҫине халь-халь кӑшкӑрса ярассӑн тилмӗрсе пӑхнӑ. Эпӗ, чарӑнтӑм. Хам сывлӑш ҫавӑраймастӑп. Мана тӗлӗнтермеллех, вӗсенчен пӗри те хӑйсен вырӑнӗнчен хускалмарӗҫ. Вӗсем ман ҫине сурӑхсем пек пӑхаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тепӗр чунӗ вӑраннӑ — выҫӑпа антӑхнӑ тискер кайӑкӑн аскӑнлӑ чунӗ. Никам та вырӑнтан хускалмарӗ. Пӗр эрне хушши кутне мӑкӑртса ҫӳрет те каллех хӑйӗнне пеме пуҫлать, никама та ирӗк памасть, пуринче те кӑлтӑк шырать, тем пек тӑрӑшса шырать тата! Ҫавӑн пекех, кӑшт каярах, Бонапарт, артиллерин ахаль капитанӗ, Италири ҫарӑн командующийӗ пулса тӑнӑ. Европӑри нумай ҫӗршывсенчи ҫынсем кунтан лайӑхрах апат ҫиеймеҫҫӗ пулсан та, малтанах ҫак апат мана тутлӑ мар пек туйӑнчӗ, анчах вӑхӑт иртнӗ май эпӗ ӑна хӑнӑхса ҫитрӗм. Вӑл чылаях паллӑ вырӑнта ӗҫлетчӗ, ӑна ӑслӑ та пӗлекен ҫын тесе шутлатчӗҫ. Э, эпӗ ахалех каятӑп! Эсӗ ӑна, тискер кайӑка, ухмах тетӗн-им? — Эпӗ кӑна вуласа тухатӑп. «Ҫынсем ҫывӑраҫҫӗ, ку ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫутӑ ҫунтарать. — Путарас терӗн-им мана? — тенӗ вӑл, унӑн ҫумне ҫирӗппӗн тӗршӗнсе. — Питӗ йӑнӑшатӑн, мӗншӗн тесен, ватӑлса килнӗ май сан ӑс хӑв халь ҫинӗ пӑтӑ пекех шӗвелнӗ. — Ман ҫинчен манса кайнӑ пекех, вӑл тахҫантанпах ҫырмасть, мана хӑй ҫинчен мантарасшӑн. Ҫамрӑк ҫынсем часрах хуларан тухрӗҫ те шӑлса тасатнӑ ҫул тӑрӑх хастаррӑн та хаваслӑн утма пуҫларӗҫ. Тӑна кӗрсен те, аташнӑ чухне те эпӗ пӗрре те Ромашов ҫинчен аса илмерӗм — ку питӗ лайӑх-ха. Анчах хартлатни вырӑнне часах ун сӑмса шӑтӑкӗсенчен аран-аран темле шӑхӑракан сасӑсем тухма пуҫланӑ. Хӗвелтен ӳкекен тӗкӗр ҫутине темиҫе километртан курма пулать; ҫавна пула унпа вӑрҫӑра та усӑ кураҫҫӗ, сигналсем параҫҫӗ. Аманнӑ ҫын ҫӗҫӗпе хӑмсарса тӑнӑ, анчах унӑн алӑ вӑйӗ пӗтсе пынӑ. Йывӑррӑн пӑхакан куҫӗсене Андрей ҫинчен илмесӗр, антӑхса кайса, калаҫма тытӑнчӗ. — Эсӗ вӗсене хӗрхенетӗн… — Чурка пирӗнпе туслашмасть. (тухтӑр шӑлне ҫыртрӗ) эпӗ ҫакнашкал тӗлӗнтермӗш пулман пулсан. Салтаксем хушшинче час-часах калаҫу тапранса каять. Халӗ те вӗсем, калаҫу пуҫланӑ май, Мускава ҫӑлса хӑварас тӗлӗшпе, ун патнелле пыракан нимӗҫ ҫарне ҫапса аркатас тӗлӗшпе мӗн тума кирли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Ҫакна илтсен, Юргин васкамасӑр, анчах пурте илтмелле сӑмах хушрӗ: — Ак халь ӗнтӗ кирлӗ мара калаҫма пуҫларӑр, — терӗ вӑл. Унтан вара хытӑрах каларӗ: — Мӗн тумалла-ши? Мӗнле тумалла-ши? тетӗр. Ӑна хуть пӗр-пӗр ҫӗре ҫӗлесе лартма пулать. — Мур илесшӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Халл капитан. — Ку чӗрчун линӗн пилӗк кустӑрмине те туртса антарма шутлать пулас! Килти ӗҫсенчен пушаннӑ хыҫҫӑн, вӑл, пысӑк пӳлӗмри чӳрече патне пырса, ним хускалмасӑр, ним чӗнмесӗр икшер-виҫшер сехет ларнӑ. Эпир утравӑн лайӑх пайӗ патне ҫывхарса ҫитетпӗр. Ӑна ҫак пысӑк та ҫӑмламас, тискеррӗн йӑлтӑртатакан куҫлӑ чӗрчунсем тата вӗсен вӑйлӑ шавӗ хӑратнӑ. Дворник, кукленсе ларса, Павел аллине, мӑйне хыпашласа пӑхрӗ, пӳрнипе питҫӑмартинчен тӗртсе илчӗ, унтан, шӑрпӑк сӗрсе чӗртнӗ пек пӳрнине саппунӗ ҫумне шӑлкаласа:— Вилсех кайнӑ пулас. Яхно патне пырса, вӑл шӑппӑн ыйтрӗ: — Уҫатпӑр пуль ӗнтӗ, комиссар юлташ? Яланхи пекех ыйтусем пачӗҫ: мӗн ятлӑ, миҫе ҫулта, мӗнле наци ҫынни, мӗн ӗҫпе пурӑнатӑн, тесе ыйтрӗҫ, ответсене йӗрки-йӗркипе, майӗпен ҫырса илчӗҫ. — Эппин куҫа-куҫӑнах тапӑнмалла пулать пуль? — Ҫапла вара мана пушӑ ҫыран ҫине, Перт тӗрминчен ҫирӗм мильре антарса хӑварчӗҫ. Арӑслансем те, ав, ман ҫине халь-халь манран: «Кам эсӗ, ӑҫта ҫуралнӑ, чӑнах вунтӑххӑрта-и эсӗ?» тесе ыйтас пек пӑхса тӑраҫҫӗ. Тӗксӗм сарӑ ҫӳҫӗ ҫинҫе мӑйӗнчен аяларах усӑнса аннӑ. «Совет Арктикинче» пӗлтӗр Татаринов капитанӑн экспедицийӗ ҫинчен статья пурччӗ, тет! Воропаев костыльсемпе аппаланнӑ хушӑра — вӑл килте нихҫан та протез тӑхӑнман — тата куҫкӗски умӗнче ҫӳҫне туранӑ чух, Васютин, урамалла пӑхса, уҫса хунӑ блокнотне кӑранташӗпе чӑтӑмсӑррӑн шаккакаласа ларчӗ. Тахҫантанпах кун пек аслатиллӗ ҫумӑр пулманччӗ-ха. Геркулес — ҫапах та унӑн вӗренекенӗ — ӑна темле пӗчӗк те илемсӗр чӗрчуна тикатика вулли ҫинчен тытса килсе парсан, мӗнлерех савӑнчӗ вӑл. Мӗн шырать-ха вӑл? Вӑл ҫуткӑҫа пусрӗ, — пӗтӗм ҫурт ҫуталса кайрӗ. — Вӑл тӗлӗнмелле хитре тетӗп эпӗ сире, ӑна эпӗ юлашки хут Лофурш патӗнче балта курнӑранпа вӑл илемсӗрленсе кайман пулсассӑн. Вӑйлӑраххӑн ӗсӗклет пытару маршӗ: Бетховен музыки ку, «Паттӑр вилӗмӗ ячӗпе». Тытӑннӑ вара унта кӑшкӑрма — тӗп пултӑр начальство, вӑл халӑха ҫаратать, ҫука хӑварать. Тунмастӑп, вӑл ҫапла ыйтни мана самаях тӗлӗнтерчӗ. Миките нимӗн шарламасӑрах ҫуна ҫинчен аннӑ та, ҫилпе пӗрре хӑй ҫумне ҫыпҫӑнакан, тепре хывӑнма хӑтланакан чаппана алӑпа тытса, юр тӑрӑх ашма тапратнӑ; малтан вӑл пӗр еннелле кайнӑ, кайран тепӗр еннелле. Эпӗ те пыратӑп. Каласа пар мана ун ҫинчен мӗн те пулин. — Анчах астӑвӑр, пӗр-пӗр ӗне ан пултӑр. — Эсӗ-и? Экипаж хамсӑрах моторсене тӗрӗслесе тухнӑччӗ, вӗсем тӗплӗнех тӗрӗслерӗҫ-ши, тесе, пӑшӑрхансах тӑраттӑм эпӗ. — Итлетӗп сире, — терӗ вӑл. — Кӑна Саня калаҫать. Кунта таса мар. Анчах хӑш-пӗр чухне вӗсене ик-виҫ кайӑк тата кролик тытма май килнӗ. Ого! Хамӑрӑнни-ши ку, вӗсенни-ши? ав ӳксе ҫурӑлчӗ, — калаҫкаласа илчӗҫ вӗсем, чӳрече янаххи ҫинче выртнӑ май тӳпенелле пӑхса. Тӳпере бомбӑсен вутлӑ йӗрӗсем пӗр-пӗринпе хӗресленеҫҫӗ, тӗксӗм-кӑвак пӗлӗте самантлӑха ҫиҫӗмлӗ йӑлтлатса илекен ҫутӑсем ҫутатса илеҫҫӗ, пӑшал кӗпҫинчен пӗрхӗнсе тухакан ҫутӑсем ӗнтӗ вӗсем, тар тӗтӗмӗ, шурӑ тӗтӗм чӑмӑрккисем курӑнаҫҫӗ, пӑшал пенӗ сасӑсем вӑйлӑланнӑҫем вӑйлӑлансах пыраҫҫӗ. Сид пулнӑ пулсан, мӑнаккӑшӗн чӑн савӑнӑҫӗ ҫумне нимӗнле пӑшӑрхану та хутшӑнас ҫукчӗ. Анчах кунта ӗҫ Тома пырса тивет, ҫавӑнпа та мӑнаккӑшӗ кӗленчене вӑрттӑн асӑрхаса тӑма пуҫларӗ. Анчах вӗсене куракан пӗр ҫын ҫеҫ: ку хайхи виҫесӗр шалпар сюртук тӑхӑннӑ ача ӗнтӗ. — Ҫакна тӗрӗсех шутласа кӑларнӑ. Ҫӗр ӑшнелле аннӑҫемӗн температура кашни ҫитмӗл фут тарӑнӑшӗнче пӗр градуса яхӑн вӗриленсе пырать; ҫӗр градусӗ ултӑ пин ҫухрӑм шутланать; ҫапла, температура пӗр пек ӳссе пырас пулсан, шӑп Ҫӗр варринче температура икҫӗр пин градусран та иртсе каймалла. А, эсӗ-и ку, Джон Сильвер! Вӑл тӗттӗм тӗрмере ларакан ҫынна ирӗке кӑларнӑ, тейӗн, тӗрмере ларнӑ ҫынна вара тӑвӑр та тӗксӗм пӳлӗм стенисем вырӑнне куҫпа виҫейми тӗлӗнмелле тӗнче курни калама ҫук савӑнтарать, тӗлӗнтерет. — Эп ҫилленместӗп! — хыттӑн пӑшӑлтатса каланӑ хӗрарӑм. — Пиллӗкмӗш рота командирне манран хӗрӳллӗ тав! — калаҫӑвне малалла тӑсрӗ корпус командирӗ. Темскер ҫитмен пек туйӑнать. Ҫӗлӗке е чӗлӗме ҫухатнӑ пекех; пӗр сӑмахпа каласан, пӗрре те хама хам козак пек туймастӑп». Паянхи куҫҫулӗн сӑлтавӗ — вӗри хуйхӑ. Унӑн уттисем темшӗн Паганеле французсен ватӑ унтер-офицерӗсене аса илтерчӗ. Унӑн сӑн-пичӗ шап-шуранках, анчах кӑмӑл тулнипе юлнӑ савӑнӑҫлӑ йӗрсем унта халӗ те палӑраҫҫӗ-ха. Вӑл, тӑшман ачи, кайри урисемпе тапса, пӗр вун утӑм пек чупса каять, ним тума аптраса, курӑк чӗпӗтме пуҫлать, ылханлӑскер, чӑнах та выҫӑ тейӗн! Ан хӑрӑр! Ахӑртнех, хӑнӑхман нервӑ ҫӗкленӗвӗ ӗшентерсе ячӗ пулас ӑна. «Мӗн хӑраса ӳкрӗр эсир» пӑхар кам ларнине: атя-ха, этем, ятӑрпа та хушаматӑрпа чӗнменшӗн ан ҫиленӗр-те-ха, тух-ха михӗрен!» Кун пирки никам та хирӗҫлесе тӑмарӗ. Епле хӑрамалла мар вара? Эсир мӑшӑрлӑ пулатӑр. Кун пек калаҫни амӑшне иментерсе ячӗ те, вӑл:— Мӗн вара эсир? — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Артошка! — чӗнчӗ Сергей чӗтрекен шӑппӑн сассипе. Шалый Давыдова ӗлӗкхи тусне кӗтсе илнӗ пекех кӗтсе илчӗ. «Ӑҫтан пӗлес мар-ха унӑн, — шутларӗ Оленин, — эпӗ ӑна вӑл кам пулса тӑни ҫинчен ҫеҫ каласа парасшӑнччӗ вӗт. Ачасем идиот пулса ҫуралаҫҫӗ, хӗрарӑмсем чӑлӑш-чалӑш та тӗкӗр-текӗр, арҫынсен — нервӑсем. Тепӗр икӗ кунӗнче ҫул яланах ҫеҫенхирти ҫӳллӗ мар йывӑҫсен хушшипе иртсе пычӗ. — Мосев та пулин ӑна кӳрентерме шутланӑ. Ниепле ятлаҫу та пулас ҫукчӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Разметнов. Мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ эсӗ партие, сӳсленчӗк? — Тен, эсир, барин, ман ҫӑкӑра ҫиместӗр те пулӗ, — пуҫларӗ вӑл, — ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимех те ҫук та… — Хырӑм выҫӑ мар-ха манӑн. — Вырӑнӗ пурин валли те ҫитет. Ҫӑкӑр илме эпир Петровна патне ҫӳретпӗр. Халӗ вара ҫапларах туйӑнать: ҫӑлтӑрсем витӗр мана саншӑн тунсӑхлав хӑваланӑ. — Ҫук, леререхре вӑл, пӗрмай Аринка инкесен садне ӳкеҫҫӗ, — терӗ хӗрача. Вырӑнта пурӑнакан ҫынсене е хӑваласа яраҫҫӗ, е вӗлерсе пӗтереҫҫӗ, вӗсен ылтӑнне туртса илес майпа вырӑнти ҫынсен пуҫлӑхӗсене асаплантарса хӗн кӑтартаҫҫӗ. Хӑйсен аллине туртса илнӗ колонисенче пурте иртӗхсе каяҫҫӗ, вӗсем этем тӳсмелле мар ӗҫсем тӑваҫҫӗ, колонисен ҫӗрӗ хӑйсен халӑхӗн юнӗпе хӗрелсе шӗвӗнет. Хӑйсене хисеплӗ ӗҫ тӑвакансем вырӑнне шутлакан ҫак мясниксен йӗрӗнчӗклӗ ушкӑнӗ хальхи вӑхӑтри текен колони туса хураҫҫӗ, колонисенчи тӗрлӗ тӗшмӗшлӗхе ӗненекен дикарьсем хушшинче цивилизаци йӗркисене пуҫласа яраҫҫӗ, дикарьсенчен христиансем тӑваҫҫӗ. — Мӗншӗн тесен Арне Сакнуссема еретик вырӑнне шутласа пуҫлӑхсем хӗсӗрленӗ, ҫавӑнпа унӑн сочиненийӗсене 1573 ҫулта Копенгагенра палач хӑй аллипех ҫунтарса янӑ. Ман чӗрере халь ҫав тери ачаш туйӑм, вӑл халь ҫемҫе… Унтан пӗчӗкҫеҫ кӗленчесем, шӑвӑҫ татӑкӗсем, бутылкӑсемпе патаксем янӑраса кайрӗҫ — ку ӗнтӗ ачасен хӑйсем тунӑ инструментсен оркестрӗ мала тухрӗ. Юрӑ янӑраса кайрӗ. Эпӗ сана каҫаратӑп: вил, сӗмсӗрскер. Перрон пушанса юлчӗ. Паян пирӗн клубра актив пуххи. Ӑна тупни чи йывӑр ыйтӑва татса парать. Дик чӗнмерӗ, именнӗн кулса илчӗ те хӗрелсе кайрӗ. Алексей аллинчи хаҫата сулкаласа, сиккелесе кӑшкӑрнӑ:— Хурах! Ӳкӗтлесе-туса калаҫмасӑрах, Корытов вырӑнти вӑйсемпе мӗн тума май пурри ҫинчен калама пуҫларӗ; кашни пӗчӗк япала ҫинченех ҫав тери тӑрӑшса каланине курсан вӑл хӑй калаҫӑвне час пӗтерес ҫукки палӑрчӗ. Ҫӳҫ ҫулне хӑрах айккине туса тӗлӗнмелле тураса хуни унӑн илемсӗр питне пушшех илемсӗрлетет (ҫӳҫе кунашкал кукша хӗрарӑмсем тураса тирпейлеҫҫӗ). Колхоз председателӗ пулма килӗшмӗр-ши эсир? Тул енчен ун патне ҫӗр айӗнчи тӑвӑр хушӑк ертсе кӗнӗ. Ҫак хутра та ҫавӑн пекех пулса иртрӗ: ӑна такам Царицыно илемӗ ҫинчен аса илтернӗ, Анна Васильевна вара сасартӑк хӑй тепӗр кунне Царицынӑна кайса килме шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Сэр, — терӗ Роберт, пӑлханнипе чӗтӗресе, — сирӗн мана шыва сиктерес килмесен, шлюпкӑна халех шыва яма хушӑр. Эпир ӑна вӑтӑр кун хушшинче тухатпӑр, — ҫапла вара эпир хӗвелтухӑҫ енчи ҫырана «Дунканран» малтан, е тата ӑна хирӗҫле ҫилсем пулсан, пушшех те маларах ҫитетпӗр. Бояркӑри ӗҫе илсен, — уншӑн манӑн нимӗн пӑшӑрханмалли те ҫук, ку ӗҫ манӑн участокра мар. Мӗнле кӗрсе ҫӳремеллине эсӗ пӗлетӗн. Вӑл питӗ кӑмӑла каймалласкер — хурарах сӑнлӑ, ҫӳҫӗсем хумлӑ-хумлӑ, илемлӗ. Тепӗр ҫур сехетрен, эп ҫав тери апла тӑвас мар тесен те, карап рифсем ҫине пырса ларать. Ӑнлантарса пар-ха мана, Гокинс, вӗсене тата мӗн кирлӗ пулнӑ-ха. Ҫапла вара сылтӑм аллаппи ҫинче сарлака та хулӑн муклашка пулчӗ. Ун чухне те, вӑн, мана ялтан хуса кӑларса янӑ чух… Мӗскер?.. Ҫаплах пулмарӗ-им вара? Хӑратас терӗм эпӗ… ҫавнашкалах, акӑ, эрлӗке пула… пӗр айма-куймана, унӑн — пӑх та кур — шӑпах ачи вилнӗ те выртнӑ. Эпӗ ҫав кун каҫпа тухса тарас тенӗччӗ, анчах кӑнтӑрлахи апат умӗн керосинка ҫинче купӑста яшки ӑшӑтнӑ чухне, эпӗ шухӑша кайнипе яшкине вӗремех кӗртсе янӑ, керосинкине сӳнтернӗ чухне апат савӑтне тӳнтертӗм ятӑм хам алӑ ҫине, вара мана больницана леҫсе хучӗҫ. Час-часах горницӑна кӗркелесе ларать ӗнтӗ вӑл, ытти ҫынсем пекех, хуйхи-суйхине кура, пурнӑҫри вак-тӗвек япаласем ҫинчен калаҫса ларать. Карчӑк лаҫҫа пуҫтарса тирпейлеме тухрӗ. Вӑрӑмтунасем ӑҫтан? Пӗр пилӗк ҫулхи ача, шурӑ пуҫлӑ, кӑвак куҫлӑскер, ӑшӑ хура шыв лупашкинче ларса, лапчӑннӑ витрене пикенсех патакпа ҫапса, тимӗр чанклатнӑ сасӑпа киленсе ларать. — Каларӑм-ҫке, револьверна пытарӑр. — Тархаслатӑп сире, — тетӗп, — унта манӑн атте-ҫке. Пулӑшӑр пире, сулла ҫавӑнта, хунар ҫунакан ҫыран хӗрне ҫитиччен туртса ҫитерсе парӑр. Вырӑс ҫарӗн чаплӑ авалхи йӑли пур, эсир ун ҫинчен маннӑ-и? — Авӑ — Христос пулнӑ! — терӗ ӑна хирӗҫ Павел. — Эп ҫапла шухӑшлатӑп: ухмах сана пыл сӗнет пулсан — сур, ӑслӑ ҫын наркӑмӑш сӗнет пулсан — ӗҫ! Упа, хӑй умӗнче пӗр шикленмесӗр тӑракан темӗскерле чӗрчунран хӑраса ӳкнӗскер, аяккалла сиксе ӳкрӗ те, хаяррӑн уласа каялла чакма пуҫларӗ. Юлашкинчен Сергей халтан кайрӗ. Анчах офицер господасем чӗнсен, ӑна пӗрле ӗҫсе-ҫиекенсен йӑлине пӑхӑнманни аван мар пек туйӑнчӗ. Олеся мӗнле? Давид псаломӗсен кӗнекисене вӑл аллинчен пӑрахмарӗ. Ытамласам мана… — Юрӗ эппин, пит лайӑх, пурне те хӑвӑнтан култаратӑн, йӗрех ҫав хурахшӑн. — Жаровньӑра, — вырӑнтан тапранмасӑр, хуллен каларӗ арӑмӗ. Ку вара тӗлӗнмелле те пулса тухать — хӑнана пӗтӗм шкул совечӗ пуҫтарӑннӑ! Эпӗ чӑн та хӑравҫӑ мар иккен?» — савӑнӑҫлӑн шухӑшласа илчӗ вӑл. Пичӗ ҫинче кулӑ палӑрчӗ, пусне мӑнаҫлӑн ҫӳлелле йӑтрӗ. — Павела ӗнтӗ суд тӑваҫҫӗ, тетӗн-и? — ыйтрӗ Рыбин. — Эсӗ, старик, хӑрушлӑха ӳстеретӗн ҫеҫ пулмалла, факт! — иккӗленерех каларӗ Давыдов; тимӗрҫ калавӗ ӑна тытса илчӗ. Петӗр, хӗреслӗ ҫунана чӗркуҫленсе кӗрсе ларса, хӑйӗн кӗсрине мала янӑ. Заседанисенче те «крокодилла куҫҫуль» тӑкать. Пӗтӗм ҫӗр ҫурӑлса, вӑрӑммӑн: «Р-р-рых! Р-р-рых!» тесе йынӑшнӑн туйӑнчӗ. — Эсир апатра пулатӑр ӗнтӗ? — ыйтнӑ Медынская. Ҫавӑнпах пуль ӑна «вилӗ пӳлӗмӗ», «хытнисен вырӑнӗ», «морг» ятсем парса пӗтернӗ. Ҫак ятсенче пурнӑҫӑн тӑнсӑрла, анчах хӑрушӑ иронийӗ пытарӑнса тӑрать, мӗншӗн тесен полк хулана килсе вырӑнаҫнӑранпа офицерсен номерӗсенче, шӑп та шай ҫак икӗ кравать ҫинче, темиҫе офицер та пӗр тиншӗк перӗнсе вилнӗччӗ ӗнтӗ. Тен, сана Ливорнӑран инҫерех кайса кансан, авантарах пулӗччӗ. — Э, Саня иккен! — терӗ вӑл уҫӑ кӑмӑлпа. Ҫапла кӑшт выртсан, вӑл маларах пӗр-иккӗ шӑвӑннӑ, хӑрах урине лаша ҫурӑмӗ урлӑ каҫарса янӑ та урисемпе кутлӑх ҫине пусса тӑрса ларнӑ. Унта кимӗсене хӑмасемпе саплаҫҫӗ; кунта ӑна ӳпне йӑвантарса вӗсен шӑтӑкӗсене тӗрлӗ япалапа питӗреҫҫӗ тата ҫиелтен смала сӗреҫҫӗ; лере тинӗсре хумсем ан путарччӑр тесе козаксен яланхи йӑлипе кимӗсем ҫумне вӑрӑм хӑмӑш кӗлтисем ҫыха-ҫыха лартаҫҫӗ; тата леререх ҫыран тӑрӑх пур ҫӗрте те таҫта ҫитичченех вут чӗртсе янӑ та, суднӑсене сӗрме пӑхӑр хурансенче смала вӗретеҫҫӗ. Фантазиллӗ Россия ҫӗрӗ вӗсене ачаш кӑмӑллӑ пулма чӗнет. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн шӑнтса чӗтретме, вӗрилентерме пуҫларӗ, хам пӗр хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫаплах ҫӳрерӗм те ҫӳрерӗм, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн Любочкӑпа пӗрле тӑватӑ алӑпа рояль калама лартӑм. Электротехниксем кунпа ҫеҫ ҫырлахмарӗҫ, вӗсем карташне те тасатма тытӑнчӗҫ. Сивӗрех пула пуҫларӗ. Огнянов йӑлт шӑнса кайрӗ: кӳтнӗ аллисемпе чӗлпӗрне аран тыткаларӗ; лаши ҫул хыттине чухламасӑрах утрӗ, юр хывнине пула ҫул йӗрӗ ним те палӑрмасть. — Ҫук, — тавӑрчӗ Базаров, — пӗр татӑк какай пӗр татӑк ҫӑкӑртан, хими енчен пӑхсан та, лайӑхрах. Нестеренко кӳреннӗн кулса илчӗ: — Эпӗ сана ан кӳрен терӗм пулсан та, кӳрентӗн апла? Дубровский кунти вырӑнсене палласа илчӗ — вӑл ҫав тӗмеске ҫинче пӗчӗк Маша Троекуровӑпа вылянине аса илчӗ, лешӗ, унтан икӗ ҫул кӗҫӗнрех пулнӑ пулин те, ун чухнех ӳлӗмрен илемлӗ хӗр пуласси паллӑччӗ. Акӑ хӑвӑрах курӑр, вӑл пирӗн ҫӗрсене турта-турта илӗ, кайран Бельги ҫине тапӑнӗ! Улӑп вара ҫывӑракан ачана хӑйӗн тӗреклӗ алли ҫине ҫав тери асӑрханса хучӗ, лешӗ вӑранмарӗ те. Ҫавӑн пекех тата вӑл час-часах сӗтел улӑштарасси ҫинчен те калатчӗ, анчах ҫавӑн ҫинчен вӑл виҫӗ ҫул хушши асӑнса пурӑнатчӗ. — Пӑх-ха, ӑҫталла ҫӗтсе кайнӑ! — тенӗ Ваҫили Андрейч. Кам унта ҫав? — Ҫук, кирлӗ мар! — тере Николай хӑвӑрт. — Кӳрӗр-ха, эпӗ сирӗн питӗре ҫыхса ярам, — терӗ вӑл. Вӑл тӑр пӗччен тӑрса юлсан, малтанхи кунсенчех ытлашши сулахаялла пӑрӑннӑ пулмалла. Ҫак вӑхӑтрах манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ кимӗ ҫине сиксе кӗчӗ те юлташне аллипе сулчӗ; лешӗ суккӑр алли ҫине темӗн хучӗ те: «Ме, ху валли премӗксем илӗн, — терӗ. Эпӗ хам та пысӑк ҫын мар. Е мана манса кайнӑ пулӗ те-ха, ҫырӑва вуласа ларать пулӗ, хӑй мӗнле карточка, мӗнле Григорьев иккенне те пӗлсех пӗтереймест-и, тен? «Пирӗн ӗҫсем ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ» тесе те вӑл ун ҫинченех ҫырнӑ иккен. Вӑл тата ун хыҫҫӑн урӑх виҫӗ туппи пӗрсе ячӗҫ, тӑватӑ хутчен ҫӗр ытлашши хытӑ сасӑ памасӑр чӗтренсе илчӗ, — нумай инкек кӳчӗҫ вара ҫак тупӑсем! Пит аван. Экзамен мӗн иккенне, куҫманни мӗне пӗлтернине пирӗн хӗрарӑмсем ӑнланмаҫҫӗ, ӑнланасшӑн та мар е ӑнланма та пултараймаҫҫӗ, мана эпӗ хуйхӑрнине курнипе кӑна шеллеҫҫӗ. Халӑх вӗсем хыҫҫӑн утрӗ. Тухатмӑш тӳрех Алвиш факторийӗ патнелле ҫул тытрӗ. — Мӗн вара? Хамӑн вӑй ҫитнӗ таран эпӗ Англири ехусен йӑхне хама килӗшмелле тӑвасшӑн, ҫавӑнпа та вӗсем пирки ытларах чарӑнса тӑтӑм. Анчах эпӗ ларса пыракан шлюпка, малтан хускалса кайнӑскер, ҫӑмӑл пулни курӑнчӗ, кунта веслапа ишекенсем те чӑн лайӑххисем тупӑннӑ. Петровна. Паллах, калама тытӑнсан, ман ку ӗҫрен хам шалт халтан кайнинчен пуҫне нимӗн те тухмастчӗ. Эпӗ килӗшрӗм, анчах ман секундант ҫук. Эсир ман ҫине кӑштах шанма пуҫларӑр; ҫавӑнпа аннӗр эпӗ сире канаш пама, эсир ман сӑмаха итлеме пултаратӑр, тесе шутланӑ. Лозневой пӗртак тӑхтарӗ те, пӗшкӗнсерех хӑйӗн ури ҫинелле пӑхрӗ. Ниҫта та пӗр чун ҫук. Ҫав ҫуртсен хушшинчи хапха патне пыракан пусма ҫине хӑпарсан, эпӗ ҫыранран ҫыран патне ҫити сарӑлан бухта куртӑм та, мана каллех пӗр вӑранса та пӗр лӑпланса илен кӑмӑлӑм асӑма ҫук ҫӗклентерчӗ. Нумай кӗтмелле пулмарӗ. Мускав Совечӗн председателӗ хӑй ӑна столицӑри чи лайӑх госпитале ӑсатнӑ. Кунта никам та ҫӳремест. Тепӗр кун ирхине ирех ҫыран хӗррипе Алексеевна кил-ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух Нагульнов шӑп ҫак вырӑна суйласа илчӗ. — Мана эсир ҫав обществӑпа унӑн членӗсем ҫинчен мӗн пӗлнине тӳрех, нимӗн пытармасӑр калани ҫеҫ кирлӗ. Вӑл мӗн каланине илтме лайӑхрах пултӑр тесе, эпӗ ҫӗр ҫине выртма хатӗр пултӑм, анчах эпир калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйне ман алӑ ҫинче тытса тӑма хушрӗ. — Сик! — кӑшкӑрса ячӗ Петька. Эпӗ сана, акӑ луччӗ итле, каласа кӑтартам пӗрре хампа мӗн пулнине. Пулӑрсамччӗ ӗнтӗ ыр ҫынсем, чей ӗҫмесӗр ан кайӑр ман патӑмран! Иккӗшӗ те пӗр ҫын пек харӑс ҫаврӑнчӗҫ те, кӗлисене шаклаттарса, тухса кайрӗҫ. Давыдов, кӳреннине палӑртмасӑр, лӑпкӑн ҫапла каларӗ: — Акӑ мӗн, суя тусӑм, эпӗ саншӑн Литвинов, эсӗ маншӑн — Чемберлен мар, апла пулсан, пирӗн хушӑра дипломатилле вӑйӑ вылямалли те ҫук. — Эсир телейсӗр-и? Тӳрем пушанса юлчӗ. «Эсир вара, Иван Иванович, чӑн-чӑн хур аҫи». — Ӑҫта каймалла вара манӑн? Пуриншӗн те тӑхланпа таврӑнчӗ сире… Тӑсланкӑ Джон, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса, пирӗн пата майӗпен ҫитсе тӑчӗ. — Вулӑр. — Хӑв ҫине тӑрса та ӗҫлемерӗн, кӗпӳ вара тытса пӑрмалӑхах пулнӑ! Крыльцаран килкартишнелле аннӑ чухне, вӑл хӑйӗн туйине ӳкерчӗ те, ним тума пӗлмесӗр, картлашкасем ҫинче чарӑнса тӑчӗ, ҫинҫешке те вӑйсӑрскер, шап-шурӑ тӗслӗ аллисемпе карлӑкран тытса тӑрать. Тепӗр сехетрен хула тӑрӑх ревком япалисене тиенӗ лавсем кӗмсӗртете пуҫларӗҫ. Куҫакан учрежденисем Подольски вокзалра вагонсем ҫине тиенеҫҫӗ. Эпӗ хамӑр кивӗ тӗнчерен пӗтӗм халӑх умӗнче куҫкӗретӗнех уйрӑличчен ҫӗре кӗресшӗн мар-ха, ҫавӑнпа та Самойлов юлташ хӗҫ-пӑшаллӑ демонстраци тума сӗннине хирӗҫлесе, мана атӑпа хӗҫпӑшаллантарма сӗнетӗп, мӗншӗн тесен ку ӗҫ вӑл социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн пӗр-пӗрне пит вӑйлӑн ӗнселенинчен те усӑллӑрах пулнине пӗтӗм чӗререн ӗненсе тӑратӑп!.. Факторире Гарриспа Негоро Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джек вилнӗ тесе суйрӗҫ. Ҫурҫӗр Америкӑри мӗнпур вӑрманти сунарҫӑсенпе пӗр сӑнарлӑ сунар хатӗрӗсем те Зеб Стумпӑн чаплӑ пулман. Кун ҫинчен урӑх манма юрамасть. Хӑш шӑтӑкне? Пӗрремӗш номерне-и? Анчах кашниех хӑй ун пек шухӑшланинчен вӑтанчӗ, хӑй шухӑшне хыттӑнах каласа пама нихӑшӗн те паттӑрлӑхӗ ҫитмерӗ. — Таврӑнма тухрӑмӑр. Гирейка каллех аташрӗ, чутах бурунсем хушшине илсе кӗрсе каятчӗ. Вӑл кӑпӑл-капӑл сиксе тӑчӗ, пӗр ывӑҫ тулли тӑмлӑ пылчӑк ывӑҫласа илчӗ те хӑй чутланӑ вырӑна нимӗн палӑрмиех сӗрсе хӑварчӗ. Халӗ ӗнтӗ Англие кайни уншӑн ним усси те ҫук; амӑшӗ хӑйӗн ачисене нихҫан та курас ҫуккине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех мӗнле савӑнма пултартӑр-ха вӑл? Анчах вӑл мӗн тума шутланине Том ытла та кайран ҫеҫ чухласа илчӗ. Лагерьтен тухса кайрӑмӑр. — Ҫавӑнпа хурала вӑйлатнӑ эппин? Кунта ачасем пулман пулсан, тен, вӑрҫӑ пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ. Курмастӑп эпӗ ӑна. Мӗншӗн ҫавнашкал йӗркесӗре тухни ҫинчен вӑл нимӗн те калама пултарайманнине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Ха эсӗ, ҫӗр ҫӑтасшӗ!.. — Ку Егорье патӗнче, вунпилӗк ҫухрӑмра, — пӗлтерчӗ манах. Дятловран уйрӑлса, вӑл каялла кӑшкӑрчӗ: — Ҫапӑҫӑва! — Ниҫта та ҫук, ырӑ ҫыннӑмӑр. Эпӗ кукка килӗнчен тухнӑранпа шӑп икӗ сехет иртрӗ. Ҫӗр ҫӑттӑр мана! Вӑт инкек! Анчах мучипе Сергейӗн ҫав мӗнпур шав мӗнпе пӗтессине курма вӑхӑт пулмарӗ. — Марьянка килчӗ-и? — ыйтрӗ Белецкий. Паттӑр исландец мана шыв хумӗсенчен аяккалла ҫӗклесе кайса, вӗри хӑйӑр ҫине, пиччепе юнашарах вырттарнӑ. Ҫапла, ку ҫав эмел иккен. Кунтан инҫе мар. — «Ыранччен!» — терӗ вӑл тепӗр хут, пуҫне усса тӑраканскер. Кирек хӑҫан пулсан та… килӗр ҫеҫ. Хӑвӑра кичем пуласран, сирӗнпе пӗрле оруди феерверкерӗ пулса Вланг пырать. Ура айӗнчен чул калта евӗрлӗ чӗр чунсем чупа-чупа тухаҫҫӗ, — янкӑр сарӑрах-хӗрлӗ ҫурӑмӗсем шӑллӑ-шӑллӑ. Вӗсен ҫурчӗ-йӗрӗсем. Уншӑн пулсан — тиф та, холера та пурпӗрех — эпир иксӗмӗр эрех ӗҫнӗ пек кӑна. Джо тумланма пӑрахманнине кура, тата ытларах хурланчӗ Том. Юлташӗ ҫула кайма епле пуҫтарӑннине Гек питӗ хытӑ астуса пӑхса тӑнӑран Томӑн ӑшчикӗ вутпах ҫунма пуҫларӗ. Гек нимӗн те шарламанни ырӑ мара пӗлтернине сисрӗ Том. Каскӑн йытта, сана, карланкунтан ярса тытмалла та ҫӗре ҫавӑрса ҫапмалла! — … тӑранмалӑх ҫӑкӑр, тетӗп, халӗ авӑ, ватӑлӑх кунра… — «Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вӑл сана?» Виҫӗ кун хушши эпӗ хаклӑ Александр Иванча ӑҫтан кӑна тупасчӗ тесе тӑратӑп. Тинӗсӗн кӑвак талккӑшӗ авкаланчӑк йӗрсемпе ҫыран ҫумнелле тӗршӗннӗ. — Кунтах, сэр. Енчен вӑл манӑн питрен сурса, питех лектернӗ пулсан, эпӗ ӑна сӑтӑрса янӑ е вӗлернӗ те пулаттӑм. Эсӗ никама та каламастӑн-и, Джо? «Катька пулӗ» терӗм эпӗ, ҫавӑнтах прибора илме тесе алла та тӑсрӑм. Ҫырма маннӑ, Сильвер — пурлӑхлӑ ҫын. Ванчӑк кантӑклӑ чӳрече тӗлӗнче пуҫтарӑнса пӗрлешнӗ йышлӑ проводсем тӑрӑх тата ҫенӗкре мӑйӗнчен автомат ҫакнӑ салтак тӑнине шута илсен, кунта штаб вырнаҫнине пӗлме пулнӑ. Комендант, суранланнипе халран кайнӑскер, юлашки вӑйне пухрӗ те ҫирӗп сасӑпа:— Эсӗ маншӑн государь мар, эсӗ вӑрӑ та ултавҫӑ, илтетне! — тесе хучӗ. Дика хут янӑран вара ун ҫинчен те, Динго ҫинчен те ним палли те ҫук. Эсир, ҫак кӗнекене вулакан ҫамрӑк вулавҫӑсем, шкулӑрта лайӑх кӑтартакан телескоп пулсан е обсерваторине кӗрсе курма май килсен, тӳпери Сатурн ункине пӑхса савӑнма пултаратӑр. Секретарь пӗр самант чӗнмерӗ, унтан хӑнана кӑмӑлтан кӗтсе илнӗ пек тунӑ нимӗне пӗлтермен куллине чирлешке тӑртанчӑк пичӗ ҫинчен сасартӑк сирсе пӑрахрӗ те: — Эсӗ, юлташ, паянах, райком уполномоченнӑйӗ пулса, талкӑшӗпех коллективизаци тӑвас ӗҫе пурнӑҫа кӗртме тухса каятӑн. Шывӗ тепӗр ирччен чакса кайсан, ҫулҫӳревҫӗсем виҫӗ кунтан «Дункан» ҫинче пулаҫҫӗ. Половцев пурне те алӑ тытсах сывлӑх сунса ҫаврӑнчӗ, унтан пӗринпе кантӑк умне кайса тӑчӗ те пилӗк минут хушши пӑшӑлтатса темскер калаҫрӗ. Унтан самозванеца хӑйне тытни ҫинчен те Зурин хыпар илчӗ, ку хыпарпа пӗрлех ӑна малалла каясран чарӑнса тӑма хушнӑ. Пӗлсех тӑратӑп: эсир хӑвӑр выҫӑ чухне ҫӑвара ҫӑкӑр татӑкӗ чикме логикӑсӑрах пултаратӑр. Вӑл кантӑкран тӑкӑртаттарчӗ. Санӑн вырӑнта пулнӑ пулсан, эпӗ сана парӑттӑмччӗ. Э, Том? — Кам вӑл? — хӑраса ӳкнӗ пекех ыйтрӗ Берсенев. Манӑн питҫӑмарти тӑрӑх темскер сӑркӑлтатса чупрӗ, эпӗ савӑннӑ пек те, хӑранӑ пек те пултӑм. Аня аппана та (Анна Михайловнӑпа вӑл ачаранпах ҫапла чӗнет) ыттисемпе пӗрлех анма хушрӗ, хӑй суккӑрпа пӗрле юлчӗ… Унпа пӗрле унӑн тӗлӗнтермӗш тарҫи. Вӑл мана тав турӗ те курткӑ илчӗ. Янах айӗ ӳкрӗ. Вӑл нумайранпа ӗнтӗ ун ҫинчен шухӑшламанччӗ, арӑмӗ кашни каҫах пӑшӑлтатса турра кӗлтунӑ хыҫҫӑн, хӑнӑхса ҫитнӗ йӑлапа, упӑшки ҫумне ачашшӑн кӗрсе выртнӑ пулин те, ӑна вӑл асӑрхаманпа пӗрех пулнӑ. Никам та шаккамастчӗ, пирӗн пӳрт ҫивиттийӗ ҫине юр ҫеҫ ҫемҫен, пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ӳкетчӗ, сасартӑк мӑрьере ҫил шӑхӑрттарма тытӑнатчӗ. Маншӑн та, уншӑн та пулма пултарайман, ухмахла, киревсӗр япала ӗнтӗ ку. Анчах Нагульнов хӑйӗн вӑрӑм, хӑмӑр ӳтлӗ пӳрнисене тӗксӗммӗн пӑхкаласа: «Ӑна эс хӑв патна ил, мана вара вӑл ҫак ӗҫре кирлӗ мар. Пӗррехинче, ӗнтрӗк килсен, вӑл кивелсе кайнӑ кресло ҫине кӗрсе ларнӑ та, тапак тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, ывӑлӗпе калаҫма пуҫланӑ: — Куратӑн-и, мӗнле пулса пырать, Владимир? — тенӗ вӑл. «Ах, ырӑ ҫыннӑмсем, мӗнле кая юлтӑмӑр, — терӗ вӑл. Майӑн 15-мӗшӗ тӗлне районта тӗштырӑсене, пӗтӗмӗшпе илсен, акса пӗтерчӗҫ. Анчах Нюрка ашшӗ-амӑш патне пӳрте кӗрсен, малтан вӑл, йӑла тӑрӑх, пӗр икӗ минут пек табак туртса, пӗр шарламасӑр ларчӗ, унтан Нюрка ашшӗпе тыр-пул тухӑҫӗ, ҫанталӑк ҫинчен сӑмах перкелешсе илчӗ — вара малтанах, тахҫанах калаҫса татӑлнӑ пек, ҫапла каласа хучӗ: — Ыран сирӗн Нюркӑна илсе каятӑп. Унӑн япӑх йӑла пур: шухӑша путсан, пӗр пӑнча тӗллесе пӑхать те куҫӗсене вӗҫӗмсӗр мӑчлаттарать, ҫав вӑхӑтрах сӑмсине тата куҫхаршисене туртӑнтаркалать. Вӑл, сулмаклӑн та сарлакан яра-яра пусса, хӑвӑрт утрӗ, Ҫӑрттан мучие, унран юлас мар тесе, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чупса пыма лекрӗ. — Килтӗн-и? — терӗ вӑл, Алексей пӗтӗм формӑпа саламланине хирӗҫ ответ памасӑр. Геркулес Уэлдон миссиса тытса тӑчӗ — хӗрарӑм хӑй урӑх курасса сунман ҫӗр еннелле куҫне сиктермссӗр пӑхрӗ. Тӗрӗк падишахӗн те ун пек арӑм пулман… Ӑна Бальнибарби ҫӗршывне антараҫҫӗ. — Юрӗ, мучи, эпӗ шутласа пӑхӑп, — лӑплантарчӗ старике Давыдов, хӑй вара, Ҫӑрттан чӗлӗм туртса янипе усӑ курса, Варьӑна хӑй патнелле хӑвӑрт туртрӗ те тӑнлавран, шӑпах мамӑклӑ ҫӳҫ пайӑрки хирӗҫле ҫилпе вӗлтӗртетсе пынӑ тӗлтен, чуп турӗ. Робеспьер ҫав тери шуралса кайрӗ. Анчах ҫитес вӑхӑт ҫитет, вара вӑл кимме ӳпӗнтеретех. — Даша инке, Петькӑн ӗлӗк интереслӗ кӗнекесем пурччӗ. Эпӗ чӗрӗллех ҫӗр айне пытарнӑ ҫын пек пулса тӑтӑм, манӑн умра выҫӑпа шывсӑр антӑхса вилмелли хӑрушлӑх тухса тӑчӗ. Вӑл укҫана вӑл хӑй те тӑрас ҫук. Вӗсем каллех вырӑнӗсене улӑштарчӗҫ. Матроссем аллисене пуртӑ тытса мачтӑсене касма пикеннӗччӗ ҫав вӑхӑтра сасартӑк, темиҫе орудирен персе янӑ пек, паруссем кӗрӗслетсе ҫурӑлчӗҫ те мачтӑсенчен вӗҫерӗнсе темӗн пысӑкӑш альбатроссем пек сывлӑша ҫӗкленчӗҫ. Ӑна-кӑна шухӑшласа тӑманшӑн, Лушкӑпа ҫӑмӑлттайла ҫыхланнӑшӑн хӑйне хӑй миҫе хутчен ылханман-ши ӗнтӗ вӑл! Пурӑнатӑп лӑпкӑн кӑна матӑшкӑпа, апат ҫиетӗп, ӗҫетӗп, ҫывӑратӑп, ачасен ачисем ҫине пӑхса савӑнатӑп та турра кӗлтӑватӑп, урӑх мана кунран ытла нимӗн те кирлӗ мар. Вӑл шыва пӑтратса хӑварать те — аяккалла чӑмать, пирӗн вара каллех хамӑрӑн ответ тытма тивет. Атте саламат тытнӑ та ура тапса тӑрать; кӗтесе Зинаида лӑпчӑннӑ — унӑн хӗрелсе тухнӑ йӗр алли ҫинче мар, ҫамки ҫинче пек… вӗсем хыҫӗнчен йӑлт юнланса пӗтнӗ Беловзоров ҫӗкленет пек, вӑл шуралса кайнӑ тутине уҫнӑ та аттене хаяррӑн юнать пек. Пире ответлӑ ӗҫ шанса панӑ. Эпир Ҫурҫӗр тӗпчевҫисен ӗҫне тивӗҫлипе малалла ямалла. — Курмастӑр-им пулнине? — ирӗксӗртен тенӗ пек ответлерӗ кил хуҫи арӑмӗ. Ҫакна илтсен, Ежовӑн сарӑхнӑ пичӗ тӗл-тӗл кӑвакарса кайнӑ, вӑл васкамасӑр кӑна:— Юрӗ, ҫапла пултӑр!.. Уйра халӗ те-ха тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать, кӑштах юр вӗҫтерет. Ҫак вӑхӑтра вӑл Индипе Китая тинӗс тӑрӑх кайса ҫитме шухӑш тытнӑ. Кӑшкӑрса пӑрахнипе те командирӑн ҫиллес сӑнне пула салтак ҫӗтсе кайрӗ, нимӗн чӗнмест, куҫ хупанкисене кӑна мӗлт-мӗлт тутаркалать. Ачаранпах! Чейӗ, чӑнах та, сӑра пекехчӗ, анчах эпӗ пӗр курка ӗҫсе ятӑм. Ушкӑн 12 сехет хушшинче сакӑр-тӑхӑр мильӑран ытла каяймарӗ. Тусем хушшинче уҫӑлса ҫӳрӗпӗр, эсӗ унта Альп тӑвӗсем ҫинчи мӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксене вырӑнта курса тӗпчесе вӗренӗн. Ахалех… — Тепре ил… Эпӗ ун упӑшкинчен пӗртте кулмарӑм; вӑл ӑна ашшӗ вырӑнне хурса хисеплет, упӑшки тесен тата улталӗччӗ те-и… Мана ун пек лӑпӑр-лапӑршӑн чуна ыраттарма пачах та кирлӗ мар, нумай пурӑнса ахаль те ытлашшипех ыраттартӑм, ҫавӑнпа чунӑм та ман кивелнӗ тӑлапир пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк пулӗ ӗнтӗ. Ҫавна пула манӑн урасем тӑр-тӑр! чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, ҫурӑм йӗп ярса тултарнӑ пек чикет. «Мӗн калаҫатӑр, Иван Иванович, сире хисепленине кӑтартмастӑп тесе? Райком бюровӗн хӑшпӗр ларӑвӗсене вӑл колхозри парторганизацисенче те туса ирттерет, ҫакна кура, облаҫри инструкторсем хӑраса ӳкеҫҫӗ, кӗҫӗн парторганизаци секретарӗсем чиперех чӗтреме пуҫлаҫҫӗ. Батарея тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан тинӗс хунарӗн ҫути выляса тӑни ҫак хӑрушӑ картинӑна пуҫ ҫаврӑнса каймалла вӑйлӑлатса тӑрать. Эпӗ кӑна ҫывӑрмастӑп, пӗрмай шухӑшласа выртатӑп. Сылтӑм енче хӑмӑшпа хӑях ӳссе ларнӑ пысӑк шурлӑх курӑнса кайрӗ; хӑш-хӑш тӗлте унта, тӗмескесем ҫинче, кукӑрӑлкаласа пӗтнӗ пӗчӗк хурӑнсем тата имшеркке ҫирӗксем ҫӗкленсе лараҫҫӗ. Тухтӑр мана «вӗрмесӗр» калама хушать. Ӑна кунта шыраса пӑхмалла. Вӗсем мӗнле йӑхран пулнине ҫавӑнпа пӗлесшӗн эпӗ: вертунсем-и е дутышсем-и, тен, манахсем е карликсем пулӗ? — Шӑпине ҫавӑн пек палӑртнӑ пулсан, унран тарса хӑтӑлаятӑн-и вара? Хӑйӗн юлашки кунӗсене ҫын ахалех сехӗрленсе ирттернӗ пулӗччӗ кӑна… Ку мӗне пӗлтернине тавҫӑрса илмесӗрех, нимӗнле шухӑшсӑр савӑнӑҫ капланса килнипе, вӑл крыльца ҫине чупса тухрӗ… Кӑнтӑр вӑхӑтӗнче шӑхличӗ калама Иохима ӳкӗтлессине вӑл аса та илмен. Яра кунхи хӗвӗшӳре, ун-кун ҫӳренӗ вӑхӑтра шӑхличӗ сасси вырӑнсӑр пек туйӑннӑ ӑна. Ятсем пӗрин хыҫҫӑн тепри чупаҫҫӗ, сасартӑк вӗсенчен пӗри Ритӑна чӗтретсе ячӗ: — Корчагин. Лукапа Назарка станицӑна кайма пуҫтарӑнма чуптарчӗҫ. Эсир хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, эпӗ вӑл ыйтнине пурнӑҫлама пулса тупа тумасӑр тӑма пултарнӑ-и вара? Манӑн отшельник пулса пушхирсенче пурӑнмалла-мӗн, анчах эпӗ йӗркеллӗ пушхирсене пӗлместӗп… Алӑпа хытӑрах пус ӑна, вӑл хӑех вырӑнне кӗрсе ларать. Манӑн ӑна:— Сирӗн шкул та, система та пулнӑ, усси мӗнле? — тесе калас килетчӗ. Григорьев хӑйӗн ҫулӑм хыпса илнӗ самолечӗпе пӗр «юнкерса» питӗ ӑнӑҫлӑн тӑрӑнтарнӑ. Аллисене хӗрес ҫине пӑталанӑ ҫын пек сарса пӑрахнӑ, шӑлӗсене йӗрнӗ. Пуҫу епле? Тӗлӗнетӗп, мӗн эсӗ унпа ҫав териех явӑҫатӑн?» — тет ҫилӗллӗн те ыйхӑллӑн. — Ҫапла, сэр, — терӗ ӑна лешӗ, — хӑш-пӗр кӑтартусем ҫинче чаваланса пӑхнӑ хыҫҫӑн, эпир ҫак катастрофӑна преступникӑн ӗҫӗ тесе шутларӑмӑр. Ха ха ха. Тӳррӗн каласан, ирӗк вӑл — мӗнле пурӑнас килнӗ, ҫавӑн пек пурӑнатӑп, тени пулать. Приказчик ахӑлтатса кулать, эпӗ ҫиленетӗп. Вӑхӑтлӑха Джо индеец та, пуянлӑх тупасси те Томшӑн иккӗмӗш плана кайса ларчӗ, унӑн шухӑшӗсенче пирвайхи вырӑна Бекки йышӑнса илчӗ. — Вӑт калаҫ вӗсемпе, — тӑсрӗ вӑл малалла, хӑй Любочкӑпа калаҫу пуҫармаллах манӑҫӑннӑшӑн ӳкӗннӗ пек пулса. — Сире пула, сирӗн ырӑ кӑмӑлӑра пула мӗскӗн тарҫӑ ҫавна тума пултарчӗ. Унтан та ытла — эпӗ ҫав ҫыруран пӑхса ҫырса илтӗм. Нивушлӗ кунта никам та ҫук?.. Юрдан арӑмӗ улма пахчинелле кайма ҫӗкленчӗ. Ху мӗн ҫырнине курмасӑр ҫырма йывӑр, анчах ҫапах та ҫырма май ҫук, тесе калама ҫук. Кунта Огарнова каллех самантлӑха чарӑнса тӑчӗ те ӳсӗрсе илчӗ, вара кулӑшла сасӑпа ҫапла каласа хучӗ: — Эпӗ Корытова: «Ӑҫтан вӑл ман пултӑр? Канса лараҫҫӗ, курка йӑтса ҫӳреҫҫӗ — тупӑнать пӗр-пӗр ӗҫ. Ачасене пӑхса ӳстересси калама ҫук пысӑк ӗҫ вӗт! Ачасем ҫуралсанах лайӑх алӑра пулни мӗн тери паха. Мана ҫапла туйӑнать: этемӗн тивӗҫӗ мӗн чухлӗ ҫӳлерех, унӑн пурнӑҫӗ ҫавӑн чухлӗ тасарах, ҫавӑн чухлӗ вӑл ача ашшӗ пулма юрӑхлӑ. Техаса килнӗренпе тирпейлӗ лаша ман пӗрре те пулман. — Эпӗ вот ҫавна тӑвасшӑн марччӗ те, — терӗ географ. — Пурин ҫинчен те. — Ак ҫакӑн ҫине ларса пӑхӑр, — терӗ хуҫи, пӳлӗм кӗтессинчи сӑран арча ҫине кӑтартса. — Вӑл тӗреклӗрех пулас пек туйӑнать. Пӗрре кӑштах ҫӗкленсе, тепре каллех аялалла анса пыракан ҫӗрте — пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ ҫӗре ҫитичченех хирсем, ҫара хирсем кӑна тӑсӑлаҫҫӗ. — Эпӗччӗ-и… эпӗччӗ-и… Кӑшт лӑпкӑраххисем, ҫав шутра, паллах, Грассини те, чӗнӗве ытла та вӑйлӑ сӑмахсемпе ҫырни правительствӑна ӗнентерме мар, ӑна ҫиллентерме кӑна пултарать, тенӗ. Икӗ салтакпах ӑсаттаратӑп сана, анафемӑна, тет, хӑвӑн ҫӗршывна». «Пан Андрия кам ҫыхма хӑйтӑр вара? халӗ ӗнтӗ вӑл питӗ паллӑ рыцарь… Акӑ, сӑмахран, каснӑ-лартнӑ вӑл пирӗн ҫак хӑла лаша пек: алран, урӑхла каласан, ӗҫрен пӑрӑнса кайнӑ. Хӗрлӗ хӗрес паллине ытлашши пысӑк тунӑ, ҫавӑнпа та вӑл кирлӗ вырӑна тӗрӗссипе кӑтӑртса параймасть. Картӑн тепӗр енче ӑнлантарса панине ытла кӗскен те паллӑ мар ҫырнӑ. Вулакансем астӑваҫҫӗ пулсан, унта ҫапла ҫырнӑччӗ. Ҫамрӑкрах та ӑслӑрах пулнӑ пулсан — санпа ун пек калаҫмастчӗ вӑл! Ялкӑшса тӑракан Сириус катастрофа хыҫҫӑн тӑхӑр ҫул иртсен сӳнет, анчах уншӑн пӗлӗт тӳпи пачах улшӑнмасть. — Ҫырма леш енче пултӑм, аттеҫӗм, балалайка туянтӑм, — терӗ лешӗ ҫаплах шӑппӑн. Ун айӗнче, хумӗсемпе чула ҫапӑнса, пӗчӗк юханшыв шӑмпӑртататчӗ. Ну, Барахо, ҫула тухӑр. — Эх — ачасем! Хӗрес хур та ӑна — мана пар, алӑран алла. Вӑл ӑна аллине тӑсса пачӗ. Вӑл сасартӑк пӑрӑнчӗ, кайри урисемпе ҫӗре чавтарса илчӗ, хӑрт-харт тукаласа, чарисенчен вӗри ҫӗр ҫине шап-шурӑ кӑпӑк татӑккисем ӳкере-ӳкере, картиш йӗри-тавра чупса ҫаврӑнчӗ, вите алӑкӗ умӗнче тӑпах чарӑнчӗ, хӑма сарӑмне шӑршлакаласа пӑхрӗ. — Эпир вӑрӑсем мар. Пуҫӗ ун чӑрсӑррӑн хыҫалалла ывӑтӑннӑ та мӑнаҫлӑ хатарлӑхпа сулахай еннелле ҫаврӑннӑ. Ҫитменнине тата Окленд шӑпах ҫав вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче тӑрать, ун ҫинчен ҫулҫӳревҫӗсем Арауканни ҫыранӗсем патне ҫитичченех ниҫта та пӑрӑнса кӗмен. Ҫав алӑк патне ҫитес тесен, кӗпер урлӑ каҫмалла, Башньӑна кӗрес тесен — алӑкран кӗмелле. Тельмарш ним чӗнмесӗр ӑна сӑнаса тӑчӗ. Икӗ тус кофе ӗҫсе тӑранчӗҫ те — паллах, ҫуран ӗнтӗ — Гаузене, Франкфурт ҫывӑхӗнчи, вӑрман варринче ларакан пӗчӗк яла тухса кайрӗҫ. Анчах нимӗн те пулмарӗ. Санран ытлараххисене те курнӑ. — Пирӗн хуҫа вӗт леш, мана ӗҫе илни пулмалла. Унтан таса мар урайне хутланса выртса, ӗмӗрӗнче пӗрремӗш хут турра кӗлтумасӑр ҫывӑрса кайрӗ. Ҫапла пуҫланчӗ пӑлхав. — Вӗрентекенӗм, — сасартӑк чӗнчӗ те вӑл — тути чӗтрет, куҫӗсем тунсӑхпа тулсах сарӑлчӗҫ, — Тӳпе ывӑлӗ ҫапларах калать: вӗсем Ҫӗр ҫинче темӗн пӗлеҫҫӗ, ку — ӑс-тӑнран ҫӳллӗрех, пӗлӳрен ҫӳллӗрех, ӑслӑх-тӑнлӑхран ҫӳллӗрех. — Мӗн, секретсене кӑлартӑн-им? — шӑл йӗрсе илнӗ Фома. Ручкӑна тытатӑп. Хула йӗри-тавра, вӑрман сукмакӗсемпе, тарӑн варсемпе Орлик шайки тискеррӗн ҫӗмӗрсе ҫӳрет. Ман приказ итлемест — персе пӑрахатпӑр! — Епле чирлесе ӳкнӗ, э? Хӑш чухне эпӗ шухӑшлаттӑм: ав ҫавӑн пекех ӗнтӗ ҫӗр синче пӗччен те та вӑрма юратакан Елисей пророк ҫӳренӗ, теттӗм. 1682 ҫулхи кометӑна Галлей хӑй курнӑ, вӑл унӑн пӗлӗтри ҫулне — орбитине, хӑй сӑнанӑ. Анчах ун ҫинчен, амӑшӗ ҫинчен, шухӑшламасть, — унӑн амӑшӗнчен ҫывӑхарах ҫын пур. — Акӑ-ӑ! Павел Ритӑн сӑран курткине илсе тӑхӑнчӗ те кӗсъине хӑйӗн наганне чикрӗ. Манпа тата ҫынсен 0,9 пайӗпе, ытларахӑшӗпе те пулмасан-ха, ҫав хӑрушӑ япала пулса тӑнӑ вӗт, ҫыннисем вара пирӗн сословирисем ҫеҫ мар, пур сословирисем те — хресченсем таранах; эпӗ ҫапла пӗтсе ларни те эпӗ хӗрарӑм илӗртӳлӗхӗн тыткӑнне кӗрсе ӳкнинчен килмен. Ӑҫта-тӑр тӑпрассем ҫинче, хапхасем умӗнче, калинккесем патӗнче, садсенче хӗрарӑм кулли янӑрарӗ, янӑрарӗ пӗр чарӑнмасӑр та хӗтӗртӳллӗн; темле вӗри, выльӑхла, савнӑҫлӑ чӗтӗревпеле, кунашкал вӑл пурӗ те ҫуркунне пуҫламӑшӗнче ҫех янӑрама пултарать. Пурте ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ. — Мана та персе вӗлерчӗҫ, — терӗ вӑл малалла. Унӑн чӗркуҫҫирен те аяларах усӑнса аннӑ вӑрӑм пир кӗпи айӗнчен, сарӑрах ҫӳҫлӗ пуҫне хупласа, курпун шӑммисем палӑрса тӑраҫҫӗ. Анчах доктор пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнакан партисене ертсе пыракан ҫынсен пуҫ мимийӗсем хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх ҫук тесе ҫирӗплетрӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫакӑн пирки шутлама та кирлӗ мар, терӗ. Ашшӗшӗн мар, ӑсӗшӗн хисеплеҫҫӗ ҫынна… — Кунта ӑйӑрсем килсе тухсан, мӗн пулӗ! Ҫакӑн ҫинчен каласа панипе вӑл нимӗнле сиен те курас ҫук. «Кам унта?» — тесе ыйтнӑ Дуня, пуҫне ҫӗклемесӗрех. Ҫаксем пурте ҫав тери интереслӗччӗ. Ачан хулпуҫҫипе куртки юнланнӑ пулнӑ. — Аптӑрамасть, анчах чӑтма ҫук хыт-кукар шельма! Экстракт тума ман умма темле хутсем пырса хучӗҫ. Анчах эпӗ вӗсене пӳрнепе те тӗксе пӑхмарӑм. Халӑх хушшипе иртсе пынӑ чух, алӑк патӗнче, Алексей каллех пенсне тӑхӑннӑ старике тӗл пулчӗ. — Вӑл телефон патне чупса пырса вӑхӑт ыйтса пӗлчӗ, анчах трубкӑран янӑравлӑ сасӑ илтӗнчӗ: — Виҫӗ сехет те тӑватӑ минут! Анчах эпӗ Пугачевпа туслашнине нумай свидетельсем каласа пама пултарнипе те шикленме тивӗҫлӗ манӑн. Ку та тарамаччӗ, иличчен малтан кукамайран кулса, мӑшкӑлласа пӗтереҫҫӗ: эсӗ, теҫҫӗ эсремет, шуйттан, каттӑршнӑй… Ӑҫта чупатӑн эс капла? — Уксах Нилӑн хӗрӗ-и? Кӳме урапи патне ӳкрӗ, хурахсем йӗри-тавра пухӑнчӗҫ. — Мӗнле апла? Леона шывӗ ҫине хӗвел пайӑркисем килсе ӳкнӗ ҫӗре экскурси ҫула тухса кайма хатӗр пулнӑ, ӑна сыхлама ҫирӗм драгун пынӑ. — Ах, ухмах! Кӗрхи илемлӗ ирсенче ирех вӑранса, аслӑ Артамонов фабрика хыттӑн чӗнсе кӑшкӑртнине илтнӗ, ҫур сехетрен вара фабрика чарӑнма пӗлмесӗр кӑшӑртатма, пӑшӑлтатма тытӑннӑ, хӑлха ялан илтме хӑнӑхнӑ пусӑрӑнчӑкрах, анчах хӑватлӑ ӗҫ шавӗ илтӗнсе тӑнӑ. Ҫул ҫӳрекен ҫынсен риспа тата типӗтнӗ какайпа тӑранса пурӑнмалла пулать, персе ӳкерме тӗл килсен, тата кайӑк ашӗпе тӑранӗҫ. Эпӗ, сунарҫӑ мӗн тума хатӗрленнине пӗлеймесӗр, хытӑ хумханса тӑтӑм. — Правасем пур! Демид, чалӑш-чӗлӗшшӗн пускаласа, кивелсе кайнӑ йӗп-йӗпе пушмакӗсемпе хӑй хыҫҫӑн йӗр хӑварса, малти пӳлӗм патнелле утса кайрӗ. Ватӑ Уотсон мисс икӗ уйӑх каялла вилчӗ. Джима сутса ярса юханшывпа анаталла ӑсатасшӑн пулнӑшӑн вӑл хӑй те кайран кулянчӗ; ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн халалӗнче Джима ирӗке кӑларни ҫинчен ҫырса хӑварчӗ. Эпӗ вара мӗн тӑватӑп-ха? — Ҫук, ҫук, халех, Бекки. — Мӗншӗн? Пӗлетӗн-и, хӗртен венчетсӗрех мӗн пулса тухнӑ? Анчах та эсӗ хӗре: ан пурӑн, хӗрӗм, карчӑк пулатӑн, тесе каламастӑн вӗт! Тата виҫӗ эрнерен… Ҫук, тата икӗ эрнерен… Ҫук, тата вунӑ кунтан, сэр, пирӗн чи лайӑх судно тата пӗтӗм Англири чи лайӑх команда пулать. Фелим ҫавӑнтах итленӗ. Ашкӑннине хам асӑрхаман пулин те, таврара ӑна шансах пӗтерместчӗҫ. Ҫынни мӗнлеччӗ! Унӑн аллине тӗртсе ярса, Артамонов куҫӗсене хыттӑн хупрӗ те, шӑл витӗр тепӗр хут, ҫав тери хаяррӑн:— Ҫиес килмест. Эпӗ тыткаласа пӑхатӑп та ун мӑйӗ ҫумне ҫыхнӑ эпир пӗлмен «С», «В» саспаллиллӗ мӑйкӑчран тирнӗ ҫинҫе хӑмӑша тупатӑп. Енчен ҫавӑн пек вӑтанмалларах ҫырнӑ роман пур пулсан, ӑна вулаттармаҫҫӗ, уйрӑмах хӗрсене вулаттармаҫҫӗ. — Намӑса кӗнӗ ҫын эпӗ, — тесе ӳкӗнетчӗ студент ӗҫкелесен. Унта мӗн пулнине эс пӗлме те пултараймастӑн. Тасалӑр кунтан, пурте тасалӑр, лӑпланиччен пӗри те куҫа ан курӑнӑр! Ӑна лере, карта хыҫӗнче, уйра полици пытанса кӗтсе тӑнӑ пек, тухсассӑнах вӗсем ҫине ыткӑнса хӗнеме пуҫлас пек туйӑнчӗ. Марийка халь тарса та кайрӗ. Мӗскӗн Даша инке! Ҫывӑхри тӑвайккинче, хытхура тӑррисем хыҫӗнчен, истребитель ҫуначӗ чалӑшшӑн курӑнса выртать, унӑн шапа пек сарӑ-кӑвак тӗслӗ сӑрӗ хӗвел ҫуттинче йӑлкӑшать… — Нимӗн те пулас ҫук ӗнтӗ. Эсӗ ман ҫинчен кирек-мӗн шутла та, анчах манран ан юл. Юрри, мӑн ҫул пекех, вӑрӑм, вӑл унашкал тикӗс, сарлака та аслӑ; ӑна итленӗ чух, ҫӗр ҫинче кун-и, е каҫ-и, эпӗ хам ача-и е старик пулнӑ-и — ҫавна мансах ятӑм, пурне те мантӑм! Трубкӑна Николай Антоныч тытрӗ. Юха-юха аннипе капмарланнӑ ҫуртасем сарӑ вӑрӑм ҫулӑмпа ҫунатчӗҫ те мӗлт-мӗлт сике-сике илетчӗҫ. Асту, апла ан пултӑр!» Синопа виҫӗ ҫул тултарсан, ашшӗ ӑна валли хӑй тӳрем вырӑнта тытнӑ кӑвак ҫӑмлӑ тискер кайӑк илсе пырса панӑ. Юнашар ларакан Стефчов та графа тиркерӗ. — Эпир хамӑр та начар мар моряксем! — тесе хирӗҫлерӗ Дик. Эсир килӗшӳсӗр мар тетӗр! — Ҫапла, эсир. Ун чух эпӗ анне ҫине пӑхса илнӗ пулсан, унӑн та, манӑн та хуйхӑмӑрсем чикӗсӗр пысӑкланса каясси хӑратнӑччӗ мана. — Фушер еннелле. Юлташӗсенчен тахӑшӗ канаш пачӗ: — Чӑнах, Степан, эс унта сыхлансарах ҫӳре, — терӗ вӑл. Вӑл вӗсене ӑсатса яма алӑк патнелле васкарӗ; пусма ҫинче хӗрарӑм ӑна ҫитес эрнере хӑйсем патне хӑнана пыма чӗнчӗ, вара вӑл хаваслӑн каялла пӳлӗмне таврӑнчӗ. Гленарван ун аллинчи ҫырӑва илсе сасӑпах:— «Том Аустина халех тинӗсе тухса «Дункана» Ҫӗнӗ Зеландин хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранне, вӑтӑр ҫиччӗмӗш градус тӗлне илсе пыма хушатӑп!» — тесе саспах вуласа пачӗ. Ҫапах та ҫакӑн пек калаҫма пӗлнине этем чӗлхине ӑнланасси хушшинче чӑтма ҫук пысӑк уйрӑмлӑх. — Килтех-ҫке, — терӗм эпӗ хыттӑн. — Килӗшет, эпӗ ӑна утмӑл сакӑр кӗнекине ҫитичченех вуланӑ, кашни получкӑра пилӗкшер кӗнеке илетӗп. Сасартӑк Лозневой кӑшт ҫеҫ палӑрмалла, хӑрах питҫӑмартипе йӑл кулса илчӗ. — Ҫапла, сӑнаса пӗлмен тусем, пӑрсем, вулкансем темӗн чухлех юлнӑ-ха. Никамран та лайах пӗлет. Улпут ҫуртӗнче ӗҫлекен хӗр ватӑ Иртеньев хӑй килни ҫинчен пӗлтерме Петр Васильевич патне хашка-хашка чупса ҫитсен, лешӗ ҫиллессӗн ҫапла ответлерӗ пулӗ: «Ну, мӗнех вара, килнӗ-тек?» — ҫакӑн хыҫҫӑн килӗ еннелле юриех май пур таран хуллен утрӗ пулӗ, ҫитсе кабинетне кӗрсен, юриех ытларах вараланнӑ пальтине тӑхӑнса ячӗ-тӗр, улпут майрисем хистесен те кӑнтӑрлахи апат ҫумне нимӗн те ан хушӑр тесе пӗлтерме, повар патне чуптарчӗ пуль. Ак, эсир, телейсӗрсем! «О, эпӗ пӗр ҫӗмрен яма пултарсанччӗ, Мориса хӑрушлӑх ҫинчен систерсенччӗ!» Эпӗ ҫак ҫынсем мӗнле ӗҫлени ҫине кунӗпех пӑхса тӑма хатӗр, анчах манӑн вӑрӑм кӗлетке вӗсене кирлӗ ҫутта картлать, ҫавӑнпа та вӗсем мана сӑнӗсене хӑрушла хуҫкаласа кӑтартаҫҫӗ, аллисемпе сулаҫҫӗ — аяккалла хӑвалаҫҫӗ. Вӗсем патӗнчен кайнӑ чух эпӗ ӑмсанса шухӑшлатӑп. — Епле телей вӑл пурне те тума пӗлни! Хам вара чӗтремех тытӑнтӑм; кунта манӑн мӗн те пулин пӗрне суйласа илес пулать — ҫакна эпӗ ӑнланатӑп. — Мӗншӗн? — именчӗклӗн ыйтрӑм эпӗ. Корчагин ҫынсен купи ҫине пӗтӗм лаша йывӑрӑшӗпе вӑркӑнса пырса кӗчӗ, ҫапӑҫакансене тӗрлӗ еннелле салатса ячӗ. — Ҫавӑ, — шӑппӑн хуравларӗ те хӗрача Давыдов ҫине хӑюллӑн аялтан ҫӳлелле пӑхса илчӗ. Унтан, юр шӑлса лартнӑ вырӑнсенче сӑлпӑран вӗҫтерсе килекен юрпа витӗнме пуҫланӑ ҫав йӗрсенех курсан, ҫула тӗрес тытса пыратӑп-ха тесе, чӗрине лӑплантарчӗ, юртӑпа ҫеҫ кайрӗ. — Вӗҫне эп ӑнлансах ҫитереймерӗм, — ответленӗ Фома. Иманус хулӑн та йывӑр тимӗр алӑка ҫӗнӗрен питӗрсе хурса, йывӑр та пысӑк ҫӑра ҫине тепӗр хут тинкерсе пӑхрӗ, унтан хӑй шухӑшласа хунӑ пек, сухӑрпа йӗпетнӗ вӗрене, ҫак минутран пуҫласа башньӑна кӗперпе ҫыхӑнтаракан пӗртен-пӗр япала ҫине, кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ. Мӗн пирки тунсӑхлатӑн тӗсе ыйтрӑм, ӑна ыталарӑм (ман шутпа, вӑл манран ҫакна кӗтнӗ пек туйӑнчӗ), анчах вӑл ман алла сирчӗ те йӗрсе ячӗ. — Ӑнсӑртран пур, — хуллен кӑна кулса илсе ответ пачӗ хӗр. Унта… тухса кайма виза кирлӗ мар-и?» Малтанлӑха вӗсем чиперех пурӑнчӗҫ темелле. — Шкулта вӗренни харама кайманни курӑнсах тӑрать, — текелет вӑл, итлекенсем еннелле тулли кӑмӑллӑн пӑхкаласа. Хӗвел тухрӗ. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп: чӑн-чӑн арҫынсем мана ҫухрашакан ҫынсенчен ытларах килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эс, Давыдов, ӑнсӑртран ҫултан пӑрӑнса кайсан, шӑв-шав пуҫламасӑр, хӑлхаран пӑшӑлтатса кала. Ҫынсем кирлӗ. Куҫӑмсене тепӗр хут уҫса пӑхсан, хамӑн юлташсем нимӗн хусканмасӑр утиялсем пӗркенсе выртнине куртӑм. Анчах Воропаев Цимбал ҫинчен нумай илтрӗ: вӑл партизан пулса епле ҫапӑҫни ҫинчен те, ун Ксенийӗ, ашшӗшӗн тавӑрса, епле паттӑр вилӗмпе вилни ҫинчен те илтрӗ вӑл. Акӑ хӗрача чарӑнса тӑчӗ, тем пӗлесшӗн пулнӑ пек пирӗн ҫине пӑхса илчӗ. Кӗрӗр, юлташсем, коммунистсен партине! Ҫумӑр ҫуман тата шӑмӑсем сурман пулсан — эпӗ сирӗнпе ермешсе кайнах пулӑттӑм… Вӑл хӑй мӑнкӑмӑлланнине пӗтӗмпех ҫӗнтерчӗ те юлташӗсем хыҫҫӑн чуппипе яра пачӗ:— Тӑрӑр-ха! Ыран тухса каятӑп. — Выртрӗ, — терӗ вӑл. — Пӗлетпӗр, хаклӑ Элен, халӗ ӗнтӗ эпӗ те сӑмахсен хушшинчи пушӑ вырӑнсене ҫӑмӑлах хушса хума пултаратӑп, калӑн вара: Грант капитан хӑй каласа ҫыртарнӑ, тейӗн. Вӑл ӗнтӗ икӗ кун хушши ҫимен, унччен те нумай вӑхӑт тӑраниччен ҫисе курман. Анчах «пӑхкалани»… Пӑван пуҫне сулчӗ. Тӑван ҫӗршывӗнче, хӑй ҫыннисен хушшинче, хайӗн мӗнпур япалисене пӗтернӗ пулсан та, ӑнсӑртран чирлесе ӳкнӗ е ачисем килӗнчен хӑваласа кӑларнӑ пулсан та, ҫухалмӗччӗ вӑл, туя тытӗччӗ, кӗлмӗҫ хутаҫӗ ҫакӗччӗ те ҫул хӗрринчи хӗрес патне е чиркӳ пусми умне кайса тӑрӗччӗ, кӗлтума пуҫлӗччӗ. Вӑл вилсессӗн, эпӗ Луизианӑна куҫса кайрӑм, унтан вара кунта. — Ну, кала ӗнтӗ, качака путекки. — Лось тутине аялтан тӑсса хучӗ, сӑнӗ сасартӑках хаярланчӗ, ҫӑварӗ тӗлӗнчи пӗркеленчӗксем сарӑлчӗҫ. Хӗрарӑмсем, Василисӑпа Лукерья, Дубровскипе Эрхип тимӗрҫӗ пушар умӗн темиҫе минут кӑна маларах курни ҫинчен каласа панӑ. — Пухӑва пынӑ чухӑнсем паян пурте колхоза кӗчӗҫ, — Андрей, пиншакне хывмасӑрах, кровать ҫине тӑсӑлса выртрӗ, качака путеккине — ҫӑмламас ӑшӑ чӑмӑрккана — ярса илсе, алла тытрӗ. Вӑл сике-сике чупса чӑнкӑ вырӑна ҫитсе те тӑчӗ. Каярах юлма шут тытнӑ мӗскӗне мӗнле шӑпа тивме пултарнине асӑнма та йывӑр. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗшӗн чунне пама хатӗр, ҫавӑнпа ӗҫ патне пырсанах ун кулянасси йӑлтах иртсе кайрӗ. Такама ҫӗҫӗпе пусса пӑрахасшӑн тейӗн. Хам ӗмӗрӗмре эпӗ ыйхӑ вӗҫни мӗнне пӗлмен, халь вара ыйхӑ вӗҫет, ку ҫеҫ мар, темле тӗлӗксем куратӑп… Эпӗ хам та каласа параймастӑп, тӗлӗксем-и вӗсем е урӑххи: вупӑр пуснӑ пек тата куҫ умӗнчен ҫав путсӗр старик сирӗлмест. Ӳссе ҫитнӗ арҫынсем айӑкӗ ҫумне хӗҫ ҫакса, атти ҫине шпор тӑхӑнса килсе кӗреҫҫӗ те пур ҫӗрте те ухтараҫҫӗ. Касмалли юмансене унӑн хӑйӗн аллипе паллӑ туса тухмалла, мӗншӗн тесен ыранах пӗтӗм виҫҫӗмӗш бригада пӗве пӗвелеме йывӑҫ хатӗрлемешкӗн юманлӑха кайма хатӗрленет. Ку сӑмахсене вӑл ҫав тери ӗненсе, ҫирӗппӗн каларӗ. Ҫапла каланипе вӑл хӑй ҫак поручик Карповичран епле пулсан та ирттерессе шанса тӑнине палӑртрӗ. Аҫу сан шултӑра этемччӗ… анчах малалла пит инҫенех курмастчӗ тата мана та итлеме пӗлместчӗ… Унтан икӗ ҫыруне те икӗ ҫунакан чӗре кӗлетки ӳкернӗ тата ҫепӗҫ сӑмахсем ҫырнӑ тульски пичет пусса, ҫутӑлас умӗн ҫеҫ вырӑн ҫине выртса тӗлӗрсе кайнӑ; анчах кунта та ӑна ҫӳҫентерекен шухӑшсем канӑҫ паман, вӗсем ӑна минутсерен тенӗ пекех ыйӑхран вӑрата-вӑрата аптӑратнӑ. Горстроя вӑл икӗ хутчен алебастр илме пычӗ, анчах лере икӗ хутӗнче те ним те памарӗҫ. Мӗн пулни ҫинчен каласа парать, а хӑй — е ахӑлтатса кулать, е йӗрет… Ну, вӑт, чӑн-чӑннипех темле ахравҫӑ евӗрех… Аманнисем килсех тӑраҫҫӗ. Пулӑшсам. Шутлани тӗрӗсех-ха. Анчах Уран ҫапах хӑй кӑтартнӑ ҫулӗнчен пӑрӑнать. Апла пулсан, уҫлӑхра ӑна туртса тӑракан темле паллӑ мар тепӗр планета пур пулӗ? (Василий Иванович ку вӑхӑтра хӑй кашни ир кӑшт ҫутӑлсанах ҫара уран, туфлисем тӑхӑнса ҫеҫ, Тимофеичпа канашлани ҫинчен, чӗтрекен пӳрнисемпе пӗр ҫурӑлнӑ хут укҫа хыҫҫӑн теприне кӑларса тӗрлӗрен япаласем, пуринчен ытла ҫамрӑк ҫынсене питӗ килӗшекен ҫимелли хатӗрсемпе хӗрлӗ эрех илме хушни ҫинчен нимӗн те каламарӗ.) Магистральсен тем пысӑкӑш картинче ҫухалнӑ пирӗн поезд хӑй каяс тенӗ ҫӗре каймастчӗ ӗнтӗ, халӑхпа пӗрле вӑл та чакса пыратчӗ. …Кӑвак чулсем пек хытӑ та шултра шӑнасем чӳречерен вӗҫсе кӗретчӗҫ те вӗсене виҫҫӗмӗш кун улӑштарман пӑнтӑхнӑ бинтсем ҫинчен хӑваласа яма та ҫукчӗ, — акӑ мӗн куртӑм эпӗ, вӗриленнипе те кичем пулнипе вӑрансан. Куҫӗсем унӑн ҫав бриллиантсенчен начарах йӑлтӑртатман: хӑй вӑл хавас пек те, кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ пек те курӑнать. Мец илнӗ. — Эсӗ ӑна яланах пусчӑр теттӗн-ҫке. Пурне те вилӗм персе ҫитнӗн туйӑнчӗ. Алексей кӑмӑлӗ тулчӗ: ташӑра тунӑ ҫитӗнӳсем ӑна хӑй каллех вӗҫекен пулассине ытларах ӗнентерчӗҫ. Лешсем хӑйсем ӑна илӗртсе, унпа выляма пуҫласассӑн, вӑл именнӗ пек кулкаласа, аяккалла пӑрахса каятчӗ… — Мӗнле майпа ҫухалчӗ вара? — Пӗлетӗр ӗнтӗ, эпӗ паян каҫпа Мускава тухса кайма шухӑшлатӑп, сире хампа пӗрле илсе каятӑп, — терӗ атте. Хупах хуҫи сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Мӗнпур ӗҫ акӑ мӗнре, гражданин. Вӗсем аллисемпе тӗрлӗ паллӑсем туса, мана икӗ пичкине кӑкӑр ҫинчен ҫӗре илсе пӑрахма хушрӗҫ, анчах малтан аялта тӑраканнисене пӑрӑнма хушса: Борач мивола! тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Пичкесем ҫӳлелле ывтӑнса кайсан, пӗр харӑс: Гекина дегуль! тесе кӑшкӑрса илчӗҫ. Маттур командир Гусев та, Корчагин та хӑйсен батальонӗшӗн нумай тӑрӑшнӑ, вӗсем уншӑн нумай вӑй хунӑ тата нумай вӑхӑт ирттернӗ, ҫавӑнпа халь вӗсем хӑйсене шанса панӑ чаҫшӗн пӗрре те пӑшӑрханман. Гусев пирус туртса ячӗ те сурса хучӗ. Эпӗ ун патне ҫитнӗ чух Джим ларнӑ ҫӗртех ҫывӑратчӗ, пуҫне чӗркуҫҫи ҫине уснӑ, аллисене кӗсмен ҫине хунӑ. Манӑн айӑпа пула анне пӗр ҫул хушши пуҫтарса туяннӑ вӗр-ҫӗнӗ пустав пальтопа сутса ятӑмӑр, манӑн айӑпа пула аннен присутствие ҫӳреме, чӗтренсе тухакан сассипе калаҫма, вӑрӑм та хытанка пӳрнеллӗ, куҫлӑх тытнӑ куҫа курӑнман ҫын умӗнче пуҫ тайма тивет… Джемма хӑйпе пӗрле халер чирне е вилӗме хӑйнех илсе килнӗ тесен те, Леноре фрау ҫав сӑмахран ҫав териех хӑраса ӳкмен пулӗччӗ. Калаҫаканни аллипе сулса илсе ҫӗлӗкне тӳрлетсе лартрӗ. — Приговор ҫырма-и? — ыйтрӗ амӑшӗ. «Ӑҫта каян эс, Марко бай патне чупмастӑн-и?», тет. Эпӗ татах кӑшт ҫӗклентӗм. Анчах ӑна окопсем патне ҫывхартмарӗҫ те. Тата: Мускавран приказ килнӗ — пур комсомолецӑн та фронта каймалла, кам хӑрать, вӑл заявлени ҫыртӑр — ӑна киле хӑвараҫҫӗ, терӗм. — Чӑнах. Эсир кӑна мар. Ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле вӑл караван варринче пырать. Тьфу, урӑх ним те мар! Ҫак юлашки ыйту Санина кӑштах чӗрине пырса тиврӗ… — Акӑ вӑл! — тесе кӑшкӑрчӗ Остен. Аялти хутри пекех, сӗтел лартса пӑшалсем, ҫивӗч хӑйранӑ кинжалсемпе хӗҫсем купаласа тултарнӑ ҫав пӳлӗмре етре лексе сиенленӗ решеткеллӗ бойницӑран ҫутӑ курӑннӑ. Ҫук, Поляница юлташ, эсӗ манран вӗҫерӗнеймӗн текех! Шур упана тытасси — питӗ хӑрушӑ ӗҫ ӗнтӗ вӑл, анчах ҫуралнӑ упа амине тытасси темиҫе хут, ҫӗр хут хӑрушӑ. Анчах пӗр кӗтмен ӗҫ сиксе тухса пире питех те тӗлӗнтерчӗ. Халь хуть пиччепе пӗрле пулатӑп…» Халь тин ӗнтӗ, шухӑшласа илсен тин, урапа ҫине ларатӑп та тек анасси пулас ҫук вара, тӳрех Севастополе пырса кӗретӗп, халь ӗнтӗ мана ниепле ӑнсӑртран килсе тухнӑ сӑлтав та чарса тӑраймӗ тесе шухӑшласа илсен ҫеҫ, хӑй шыранӑ хӑрушлӑха вӑл, куҫ умӗнче пекех, уҫҫӑн курчӗ, ҫывӑхрах пек туйӑнчӗ вӑл ӑна, вара, нимӗнле мар пулса кайса, хӑй шухӑшӗнчен хӑй хӑраса ӳкрӗ. Мӗнле хӑрушӑ ӗҫ! Анчах, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, чаплӑ моряксем пурте тинӗс ӗҫне ачаран хӑнӑхнӑ. Нельсона тата малтан юнга пулнӑ ытти нумай моряксене аса илсен те ҫителӗклӗ. Фома хреснашшӗ влаҫӗн чиккине пӗлмен, ку тӗлӗшпе вӑл никампа канашласа пӑхма та шутлайман: суту-илӳ тӗнчинче старик пысӑк вӑй пулса тӑнине, вӑл хӑйӗн шухӑшне тумаллах иккенне Фома лайӑх ӗненнӗ. Мӗн чухлӗ лӑкӑр-лӑкӑрсене хупса тултарнӑ, комендантне хӑйне икӗ эрнене хупса лартӑпӑр. — Креолкӑсем ҫав категорине кӗмен пек туйӑнать мана, — дипломат пек ҫивӗч ответлерӗ Морис. — Эх! — хуйхӑллӑн кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. «Мигуэль Диаз пирӗн хушша кӗрсе тӑчӗ ӗнтӗ» тесе шухӑшларӗ Исидора, сӑрт ҫинчен хӑй куккӑшӗн гасиенди патнелле васкаса кайнӑ чухне. — Сывах-ха, атаман! — вӑл каланӑ майлах ответлерӗ Тимур. Хӗвел хулан аякри ҫурчӗ тӑррисем хыҫне анса ларчӗ, каҫ шуҫӑмӗн хӗрлӗ ярӑмӗнче вара вӗсем пушшех хуран та пушшех пайӑрланса чӑмӑрланнӑн курӑнчӗҫ. — Гек, эпӗ яланах шанса тӑраттӑм ҫав пытарнӑ укҫа пирӗнех пулать тесе. Бен, «пирӗн борт ҫинче ҫак хӑрах ураллӑ пӗр шуйттан пулни те» пире пурсӑмӑра хӑратнине ӗненсе, ӑна кимӗ ҫине ларма хӑех пулӑшнине йышӑнчӗ. Эпир иксӗмӗр те каяр луччӗ, Том! Анчах пӑр ҫинчи хӑнтӑр шӑтӑкӗ чылай ҫӳлерехре пулнӑ, ӑтӑр шывра чыхӑнакан пулнӑ. Утравӑн ҫӳлӗ пайӗ пирӗн хыҫа юлчӗ, Эпир сайра вырӑнта хырсем ӳсекен хӑйӑрлӑ лутра ҫӗр патӗнчен иртсе пытӑмӑр. — Эпӗ! — кӑшкӑрчӗ Радуб сержант. Ӗненетӗн-и, Давыдов, турӑшӑн, суймастӑп, Прянишников та — акӑ вӑл — суйма памӗ: эпир унпа иксӗмӗр Дашкӑна ыталама хӑтланса пӑхрӑмӑр, вӑл малтан пычӗ, эпӗ — хыҫалтан, алла-аллӑн тытӑнтӑмӑр, анчах Дашкӑна ҫавах ытама илеймерӗмӗр, ытла та сарлака! — Тата та ытларах. — Сыхланӑр! — кӑшкӑрчӗ португал. Вӑл кружок ӗҫне пуҫласа яма та ӗлкӗреймерӗ, сисмен ҫӗртен тепӗр инкек сиксе тухрӗ. Шухӑшлама кайнӑ. — Халь ӗнтӗ эпӗ час-часах тӗлӗк куратӑп, анчах… нимӗн те астумастӑп… — Клюбер г-н мана кондитерскине вӑйлатса яма пӑртак укҫа парасшӑнччӗ, — терӗ Леноре фрау, кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн. Ӗнер вӑл аттене анне вилни уншӑн чӑтса ирттерме ҫук пысӑк инкек пулни ҫинчен, ӑна нимӗнсӗр тӑратса хӑварни, ҫав пирӗшти (ҫапла калатчӗ вӑл аннене) вилес умӗн ӑна манманни, унӑн тата Катьӑн малашнехи пурнӑҫне тулӑх тума кӑмӑлӗ пуррине палӑртни ҫинчен каласа панӑччӗ. Эпӗ хамӑн мӗнпур тимлӗхӗме ӳт-пӗвӗн ҫак пайӗсем ҫине уйӑртӑм, алӑсене ҫӗкленме, сюртука тӳмелеме, ҫӳҫе якатма хушрӑм (вӗсем ҫав вӑхӑтра чавсасене темле ытла ҫӳле ҫӗклерӗҫ), урасене вара алӑк патнелле утма хушрӑм, вӗсем ҫакна пурнӑҫларӗҫ, анчах темшӗн питӗ ҫирӗппӗн е ытла ҫепӗҫҫӗн яра-яра пусрӗҫ, уйрӑмах сулахай ура тӑтӑшах чӗрне вӗҫҫӗн тӑма хӑтланчӗ. Ывӑнма пӗлмесӗр, хӗрсе кайса шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ, кӑнтӑрла шӑнкӑрчсем пӗр-пӗринчен тӑрӑхлаҫҫӗ, куҫа курӑнми тӑрисем сывлӑша хӑйсен янравлӑ юррисемпе таттисӗр тултарса тӑраҫҫӗ. «Пулчӗ!» — шухӑш вӗҫрӗ ун пуҫӗнче, шӑнӑрӗсем ҫав вӑхӑтра тата ытларах карӑнса, хытса ларчӗҫ. Тул енчи алӑк тӑрринче шӑнкӑрав шӑкӑртатса илчӗ. Вӑл ҫӗрелле пӑхса тӑрать. Корчагинӑн сасси хӑй шухӑшланинчен те ытларах хыттӑн тухрӗ. Лех подполковника центавр пухура хирсе тӑкнӑ. Кӗпине эпир ӑна тахҫанах кукӑль ӑшне чиксе парсаччӗ; урине йӗкехӳре ҫыртмассерен Джим, тӑрса, дневник ҫине пӗр-ик йӗрке ҫырса хурать, чернил нумай унӑн, перосем те тахҫанах хатӗр, ҫырса хӑвармалли сӑмахсене арман чулӗ ҫине чӗркелесе панӑ; кравать урине ҫурмалла татса пӑчкӑ кӗрпине ҫисе ятӑмӑр, ҫавӑнпа халӗ хырӑмсем чӑтма ҫук ыратаҫҫӗ пирӗн. Петербургпа тата comme íl faut вӑл, тепӗр тесен, пачах интересленмест: хӑйне вӑл пӗррехинче пролетариат тесе те хучӗ. — Санӑн чемодану ӑҫта? — терӗ пичче, ман еннелле пӑхса. Пӳлем варринчи сӗтел ҫине тупӑк вырнаҫтарнӑ; ун тавра, ҫӳлӗ кӗмӗл савӑтсем ҫинче, ҫунса кӗскелнӗ ҫуртасем курӑнаҫҫӗ; лери кӗтесре тиечук пӗрешкел сасӑпа хуллен псалтырь вуласа ларать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ятлӑ козаксем, ун пек кун пек сӑмах илтсен, аллисене сулнӑ ҫеҫ: «Суяҫҫӗ, сучка хӗрарӑмсем!» тенӗ вӗсем ун пек чух, кирек хӑҫан та. Малтан ун куҫӗ умӗнче тӑман явӑҫни, тата туртасемпе пӗкӗ айӗнчи лаша силленсе пыни курӑнса тӑнӑ, тата вӑл хӑйӗн айӗнче выртакан Микитене астуса илнӗ; унтан тата ҫак шухӑшсем патне урӑх шухӑшсем хутшӑна пуҫланӑ, — вӑл праҫник ҫинчен, арӑмӗпе становой, тата ҫурта ешчӗкӗ ҫинчен, унтан каллех ешчӗк айӗнче выртакан Миките ҫинчен шухӑшланӑ; кайран тата ун куҫне сутакан-илекен мужиксем курӑна пуҫланӑ, тата шурӑ стенасемпе тимӗр витнӗ ҫуртсем, ҫав ҫуртсен айӗнче Миките выртнӑ; кайран пурте ун пуҫӗнче пӑтранса кайнӑ; сӗвек кӗперрин тӗсӗсенчен пӗр шурӑ тӗс пулать, ҫавӑн пекех ун пуҫӗнчи тӗрлӗ шухӑшсем те хутӑшса кайнӑ та ун пуҫӗнче нимӗн те юлман, вӑл вара ҫывӑрса кайнӑ. Оленин куҫӗ умӗнчех вӑл пӗр уйӑх хушшинчех станицӑра тахҫантанпа пурӑнакан ҫын пек пулса тӑчӗ: стариксене ӗҫтерчӗ, вечеринкӑсем турӗ тата хӑй те хӗрсем патне вечеринкӑсене ҫӳрерӗ, ҫӗнтерӳсем тунипе мухтанчӗ. Пирӗн ӗҫ коммунистсене пере-пере пӑрахасси кӑна пулать, терӗр. Ҫумӑр тимӗр ҫивитти юлашкисем ҫине вӗтӗ пӑрҫа пек тӑкӑнать, шӑтӑк-ҫурӑк алӑк витӗр ҫил вӗрет. — Тӑхтӑр, ан илсе кайӑр мана! Каланӑ сана — ан пыр, тесе! — Ху мӗнле шутлатӑн? — терӗм эпӗ ӑна, — Фридерикпа ҫапӑҫма вӑй ҫитернӗ: пулӑттӑн-и эсӗ? Старик ӗнентерӳллӗн хӑйӑлтатса калаҫнине итлесе, Фома:— Ахӑрнех, ку вилӗмӗ ҫывхарнине сисет пуль, — тесе шухӑшласа илнӗ. Йытӑ вӑл ҫемҫе чун. Стенан икӗ шӑлӗ хушшинче пӗр ҫыннӑн ҫӳллӗ кӗлетки курӑнса кайрӗ, ҫав тӗксӗм кӗлетке де-Лантенак маркиз кӗлетки пулнине ҫӑлтӑрсен ҫутинче палласа илме май пулчӗ: вӑл, тӗттӗмре темӗн курасшӑн пулнӑ пек, малалла ӳпӗнчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Ку эсӗ-и, священник? — терӗ. Шубин сиксе тӑчӗ те пӗр-икӗ хутчен каллӗ-маллӗ утса тухрӗ, Берсенев вара пуҫне пӗкрӗ, унӑн сӑн-пичӗ те кӑштах хӗрелчӗ. — Ҫитрӗ те! — терӗ вӑл минтер ҫине выртса. Сулӑ ҫине хӑмасем сарнӑ пулнӑ, вӗсен варринче вартаса тунӑ сӗтел ларнӑ, йӗри-тавра пушӑ кӗленчесем, апат-ҫимӗҫ карҫинккисем, канфет хучӗсем, апельсин хупписем сапаланса выртнӑ… Мишка хуҫин аллинчи сехет ҫинелле час-часах пӑха-пӑха илсе ҫынсем чӗрӗлсе каяҫҫӗ, ҫынсем пӗр-пӗрне систерсе калаҫҫӗ: — Сехете каялла чакарса ан ларттар вӑл — сехетне ун аллинчен илӗр! Шап-шурӑ перчетке тӑхӑннӑ икӗ камердинер пирӗн чи паллӑ мар шухӑш-кӑмӑлсене те нимӗн сас-чӗвӗсӗр питӗ хӑвӑрт ҫырлахтарса пычӗҫ. — Манӑн план акӑ мӗнле, — тетӗп. Лапутянсен арӑмӗсем. Миҫе ҫул хушши ӗнтӗ Потоцкий графсемпе Сангушко княҫсем пирӗн ӗнсесем ҫинче катаччи чупаҫҫӗ? Халь те асран каймасть, — тесе пӗтерчӗ вӑл сӑмахне, чей ӗҫме тытӑнса. — Ну, вара? Вӑл салху ҫынччӗ, сахал та ӗҫлӗн калаҫатчӗ. Хӑй ун умӗнче пуҫ таясшӑн мар, хӑйӗн аллине тусла тӑсса парасшӑн пулнине туйрӗ вӑл, анчах пӗлеймерӗ: Инсаров пек ҫынсем, «геройсем», ҫавнашкал пуласса шутламан вӑл. Хуҫа пире мӑк тураса янӑ лайӑх шӳрпе ҫитерчӗ; унтан ҫу ҫине ярса ӑшӑтнӑ типӗ пулӑ пайтах пачӗ, анчах ҫӑвӗ ҫирӗм ҫул тӑнӑ пирки йӳҫӗхсех кайнӑ. Анчах эпӗ, панулми пички ӑшӗнче ларнӑ чухне илтнӗ калаҫӑва аса илтӗм те, манӑн хӗрхенӳ ҫавӑнтах сирӗлсе кайрӗ. — Эпӗ кунта эрнене яхӑн эрехе сивлесе калаҫрӑм, хӗрарӑмсем пурте — карчӑксем те, ҫап-ҫамрӑккисем те мана каҫса кайса ырларӗҫ, мӗншӗн тесен тӳрех калатӑп, эрехҫӗсене эпӗ хытӑ пӑсӑрлантартӑм; кашни каҫ эпӗ пилӗк доллар е улттӑ та пухатӑп — кашнинчен вуншар цент, ачасемпе негрсенчен илместӗп — ӗҫ лайӑхах ӑнса кайнӑччӗ манӑн, сасартӑк тахӑшӗ ӗнер каҫхине сӑмах сарнӑ: эпӗ хам та сыпма юрататӑп имӗш. Ромашов, ҫав-ҫавах вӗриленсе, малалла калаҫрӗ: — Ну кама, мӗн тума кирлӗ ҫак туртӑнса йӑтӑнасси, ахӑру, тӳрккесле кӑшкӑрашу? Кӑмӑл кайнӑ таран апельсин, виноград, панулми ҫиетӗн». Анчах ракета ӑшӗнчен никам та ҫапла тухма шутламасть. Итали Альп тӑвӗсем урлӑ, Испани — Пиреней урлӑ ярса пуснӑ. Пӗрин ҫинче ӗҫлеҫҫӗ тата юрлаҫҫӗ. Теприн ҫинче матроссем манӑн пуҫ тӗлӗнче ҫӳлте мачта тӑррисене канатсем ҫыхаҫҫӗ, каначӗсем аялтан эрешмен карти пек ҫинҫе курӑнаҫҫӗ. — Кӑшкӑрма та, шаккама та кирлӗ мар. Рабочисем Ардальонтан кӗвӗҫсе калатчӗҫ: — Пирӗн те кӗрӳ пек, пӑртак ҫавнашкал ҫекӗл пекки пулнӑ пулсан, эпир те Сибирьтен хӑрас ҫукчӗ… Анчах ҫапах та, Том алшӑлли айӗнчен шуса тухсан, пит ҫунин результачӗ ытла лайӑхах пулманни палӑрса кайрӗ, мӗншен тесен таса вырӑнӗ, маска евӗрлӗ, питӗн пӗр пайне ҫеҫ, ҫамкаран пуҫласа янах таранхи пайне ҫеҫ, йышӑнса тӑрать. Ҫавӑнтан ҫӳлелле те, аялалла та шыв пырса тивмен вырӑн сарӑлса выртать, ҫӳлтен вӑл вырӑн ҫамка ҫинелле хӑпарать, аял хӗрринче хура ярӑм пек мӑй тавра ҫаврӑнать. Командӑран кам та пулин виллипе-чӗррине е шхунӑна пӑрсем хӗстерсе ватнине те пӗлейместпӗр эпир. — Мӗнле айван эсӗ, Катька! — Шутсӑр лайӑх. — Укҫа. Вӗсем хӑйсем кӳреннине вичкӗннӗн каласа пӗлтерчӗҫ, анчах кайран вӗсем вут мӑн пӗрене айнелле шалаллах кӗрсе кайнине асӑрхарӗҫ. Пӗрени ҫӳл еннелле чӑмӑрланса, ҫӗр тӗлӗнче аслӑк пек хупласа тӑрать, ҫавӑнпа кӑвайтӑн пӗр тӗлӗ, ывӑҫ тупанӗ сарлакӑш пек, йӗпенмесӗр юлнӑ. Ачасем ӗҫе пуҫӑнчӗҫ, выртакан йывӑҫ вуллисем айӗнчен шанкӑ-ҫатӑрка таврашӗ тата хуйӑр пуҫтарчӗҫ те питӗ тӑрӑшса ӗҫленипе юлашкинчен вутта вӑйлатса ячӗҫ, вӗсен кӑвайчӗ вара, каллех тивсе, вӑйлӑн ялкӑшса кайрӗ. Анчах Макар, пичӗпе ун енне ҫаврӑнса, ун ҫине йывӑррӑн та лӑпкӑн пӑхрӗ, сӑмахсене ҫавӑн пекех лӑпкӑн та йывӑррӑн пӑрахса: — Ҫук, сан патӑнта эпир Давыдова мар, Тимофей Рваные шыратпӑр, — терӗ. — Мӗн, е кордона-им? — терӗ старик. Тӗрӗслеме тата тепӗр май пур-ха — атьӑр ӳтне чавса кӑларса пӑхар. Тертленетӗп, тертленетӗп эпӗ санпалан, эсӗ вара шӑп та тӗве пек, мӑйраку кӑна ҫуккӑ санӑн. Чӑнах та тӑвӑн шӗвӗр тӑрри, питех те пысӑк хӗвел сехечӗн йӗппи пек, ҫӗр варрине анса каймалли ҫула вӑл пӗр паллӑ кун хӑйӗн мӗлки вӗҫӗпе кӑтартса памалла. Ҫӗр ҫинче ура йӗрӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ, хӑш-пӗр тӗлте халӗ те сӗрӗмленсе выртакан пӑшал чупӗкӗсем выртаҫҫӗ. Анчах лешӗ куҫ хупса илес хушӑра вӗсем патне пырса тӑчӗ. Халӗ теприне. Манӑн иккӗмӗш пистолета авӑрлама вӑхӑт та юлмарӗ. Кунсӑр пуҫне тата ку пистолет та, лешӗ пекех, нӳрленнӗ пулӗ тесе шутларӑм. Спектакль пынӑ хушӑра старшинасем хӑйсемпе пӗрле пынӑ хӗрарӑмӗсемпе буфета кая-кая чи хаяр ханша ӗҫсе кӳпеҫҫӗ тата таҫта ҫитме ӗлкӗрекен Паляныця тӗрлӗ майла реквизици туса пуҫтарнӑ ӗҫме-ҫимесене ҫиеҫҫӗ. Пурнӑҫри мӗнпур капӑрлӑха хӗрарӑмсемшӗн тунӑ, ӑна хӗрарӑмсем хӑйсем тытса тӑраҫҫӗ. — Эсӗ-и ҫак, Иван? — ыйтрӗ Андрей. Карап аяларах анчӗ, тӗтӗмлӗ ту хушӑкӗ урлӑ вӗҫсе каҫрӗ, кӗҫех тӗксӗм, капӑр вӗтлӗхелле сӗвекленсе анакан ҫаран ҫине ларчӗ. Чӑнах та ҫыран хӗрринчен пилӗк мильре яхта ҫӳрет. Вӑл, хӑйӗн креслине сӗтел патӗнчен кӑптӑр-каптӑр тӗртсе ярса, ура ҫине сиксе тӑнӑ та, аллисене хыҫалалла тытса, пуҫне сулкаласа, чашкӑруллӑ сасӑпа усаллӑн пӑшӑлтатса, пӳлӗм тӑрӑх вӗттӗн утма пикеннӗ… — Ытла… ун пекех… мар пулас вӑл… Унӑн чунӗ те, ыттисенни пекех, пурне те туйма-ӑнланма пултаракан вӑйлӑ ҫын — чӑн-чӑн ҫын чунӗ; кашни вӑйлӑ чунах туйма, пӗлме, ӑнланма ӗмӗтленсе туртӑнать пулсан, ачан тӗттӗм чунӗнче те ҫутта туяс туртӑм упранса тӑратех. Петр, — эсӗ асли, пуриншӗн те санӑн ответ тытмалла, илтетӗн-и? Аялта, пусма ҫинче, Лена йывӑррӑн сывлани тата вӑл шӑппӑн пӑшӑлтатса калаҫни Воропаева темле усал япала ҫинчен систернӗ пек пулчӗ. «Васкамасӑр кайсан — хӑвӑртрах ҫитетӗн» тенине пӗлтерет. — Пирӗн аристократсем нумай темелли ҫук ӗнтӗ, илемлӗ хӗрарӑмсем тата сахалтарах. Давыдова курсан картла вылякансем хӑйсен вырӑнӗнчен юлхавлӑн тӑчӗҫ; пӗри тӑмарӗ, вӑл, чавси ҫине таяннӑ та, нумай пулмасть выляса янишӗн кулянса пулмалла, васкамасӑр та шухӑша кайнӑн, лӑпкӑн карт ушкӑнне пӑтраштарать. Халӗ журналсенче лайӑх ҫырать, теҫҫӗ. Журнал ҫинче чирлӗ ҫыннӑн ятне Г тесе лартнӑ. Хӑш чух пӗтӗм чун тӑвӑрланса килет. «Ак ку чи кирли, артиллери начальникӗ патӗнчен казак илсе килсе пачӗ, халь кӑна килсе ҫитрӗ». Францие пур енчен те хӗссе илнӗ. Джим кӑмӑлсӑрланчӗ, апла тӑвиччен «кофене табак ярса хутӑштаратӑп» терӗ, ытти пирки те вӑл питӗ мӑкӑртатрӗ, нимӗн те тӑвасшӑн мар: куршанакпа та аппаланас килмест унӑн, йӗкехӳресем валли купӑс та калас килмест, ҫӗленсене, эрешменсемпе ытти ҫавнашкал чӗрчунсене те алла вӗрентесшӗн мар; ытти ӗҫсене те: перо тӑвассине, чул ҫине ҫырассипе дневник ҫырассине тата урӑх ӗҫсене те пач йышӑнасшӑн мар. Сӑмах майӗпе каласан, мӗн тӑватӑн эсӗ мастерскойсенче? — Эсир мана тата темӗн каласшӑнччӗ пулас? — терӗ вӑл. Ниме те хутшӑнас килмест, итлес, ӗҫлес те килмест, ӑҫта та пулин кухнян ҫулӑ, вӗри шӑрши ҫук ҫӗрте, сулхӑнта ҫеҫ ларасчӗ, ҫав шӑппӑнрах иртекен, ывӑннӑ пурӑнӑҫ шыв сийӗпе епле шуса пынине ҫурри ҫывӑрса пӑхса ларасчӗ. Контузи хыҫҫӑн ухмаха еретӗп, — шутларӗ Алексей. Калама ҫук лайӑх каҫ, таса тӳпере тулли уйӑх йӑлтӑртатать. Пулать тесе шаннӑ ҫӑл шывне малтанхи ҫур сехет хушшинче тӗл пулайман пирки эпӗ пӑшӑрхана пуҫларӑм. Вӗсем хӑйсене ҫавӑн пек май килсе тухнипе усӑ курма васкарӗҫ. — Ку вара начар шухӑшах мар, Том, — терӗ Гек хавассӑн. Нумай пулмасть пӗри манпа лодка ҫинче ларчӗ те: эпир вилсен, пирӗнпе мӗн пулать? тесе ыйтать. — Пире питех те йӗм кирлӗччӗ-ха! Чухӑнсем йӗмсӗрех ҫӳреҫҫӗ, кулаксенчен юлни ҫитмерӗ авӑ, — хӑйне чарусӑр тыткаласа, ӑнлантарса пачӗ лутрарах ҫамрӑк ҫын. Вӑл сӑнран пӑхсах пуҫтах иккенни курӑнать. Эсӗ унта хамӑр килти пекех пурӑнӑн, эпир аттепе пӗрле киле тавӑрӑниччен, эсӗ унта атте ҫинчен кампа калаҫмаллине те тупӑн. — Хӑш енче куҫса ҫӳрет вара Яптунгай аратнийӗ? Вӑл, сехӗрленсе, сиксе чӗтренӗ, аташса кайнӑ кӳҫӗсемпе садӑн ешӗллӗхӗнче такама шыранӑ… Аркадий каллех именме пуҫланӑччӗ, анчах Анна Сергеевнӑн малтанхи сӑмахӗсем ӑна ҫавӑнтах лӑплантарчӗҫ. Ним калама та ҫук, питӗ лайӑх йышши! — Ҫук, Мартини, ун пек юрамасть! Эсир мана темиҫе хутчен те ҫӑлса хӑварнӑ: эпӗ сире хамӑн парӑма тӳлетӗп. — Катя. Амӑшӗ, этем мӗн тери хӑюллӑ пулнинчен тӗлӗнсе, Николайран ӗненмесӗртерех ыйтрӗ: — Ун пек тума пулать-ши вара? Пӗтӗмӗшпе илсен, ку, паллах, питӗ лайӑх ӗнтӗ, ҫакӑ кӑна лайӑх мар: ют ҫӗршывран килнӗ хӑнасем пирӗн пата подвала пыма тытӑнӗҫ… Батак! Арӑм ача ҫуратать пулсан, пурнӑҫа ҫапах та пӗтӗмпех выльӑхла теме ҫук, халь вара капла пурӑнасси пушшех те ирсӗрленсе кайрӗ. Нумай пулмасть тӳссе ирттернине аса илсе, Симурден ҫывӑрмасӑр выртрӗ, вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе хӗпӗртесе савӑнчӗ. Капитан ҫак ыйтӑва эпӗ мӗншӗн панине ӑнланса илеймерӗ. — Салатса памалла, тетӗн? Шухӑшлатпӑр. Унтан каллех Павела вӗрентсе калама пуҫларӗ: — Ытла ачалла шухӑшлатӑн эсӗ, шӑллӑм! — Тата — юрлани мӗн тума кирлӗ мана? Чан ҫапакан — кӑшт аслӑрах; ырханкка кӗлетки ҫине тӑхӑнса янӑ шалпар ряси пӗркеленсе усӑнса тӑрать, унӑн сӑн-пичӗ илемсӗртерех. Ҫапла пулсан та, хӑшпӗр енчен аванлатсан, пурте ҫак мел пысӑк усӑ парасса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Унран лайӑх юлташ тупаяс та ҫук. — Эсир ман пата килни питӗ лайӑх, — вӑл Юрие чӗн пиҫиххийӗнчен тытрӗ те, хытӑ карӑнтарса, ҫыхман-и тесе тӗрӗсленӗ пек, турткаласа илчӗ. * * * Ҫуркунне ҫитнӗ — Игнат вара, ывӑлне панӑ сӑмахне пурнӑҫласа, ӑна хӑйпе пӗрле Атӑл тӑрӑх пӑрахутпа илсе кайнӑ. Акӑ ӗнтӗ Фома умӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ уҫӑлса выртнӑ. Вӗсене аса илме тӑрӑшса, вӑл ҫынсенчен аяккарах кайса тӑчӗ те хӑй ҫине сарӑ мӑйӑхлӑ ҫын пӑхнине асӑрхарӗ. — Мӗн терӗр? Тумтир ыйтать; ӑна тумтир кирлӗ, Колчо бай… Ҫара тӗксӗмлӗхе сирсе яма нимӗнле май та пулас ҫук. Апла пулсан, хӑвна ху канма пӗлмесӗр, куҫсен вӑйӗсене ахалех пӗтерме мӗне кирлӗ-ха? Ҫав чӑнлӑха илтсе, арӑмӗ ӑна ҫавӑнтах ӑнлантӑр, ӑна ӗнентӗр, вара, ҫав чӑнлӑха шанса, хӑйӗн ухмахла ӳпкелешӗвӗсемпе куҫҫулӗсемпе — хӑйӗнче халиччен пулман ҫав хӗрарӑм йӑлисемпе текех ан кансӗрлетӗр. — Унтан эпир пурте пӗрле ыйтӑпӑр, Элен, — терӗ Гленарван, — Сире юлма ыйтатӑп. Ӗмӗрлӗхех сирӗн. — Эсӗ питӗ нумай вӗреннӗ вӑт, шут шӑрҫисене шалт та шалт ҫеҫ шӗкӗлчетӗн, кашни саспаллиех тата тӗрлӗрен кӑтра-мӑтрасемпе илемлетсе ҫыратӑн, анчах перессе вара темшӗн сана мар, Нагульнова пенӗ… Ҫын ватӑ пулсан та ҫамрӑк салтак пулма пултарать. — Эх, инкек! Эпӗ сирӗнпе калаҫас тетӗп. Эпӗ вӑрмана кайма пуҫтарӑнсан, кашнинчех, хӑй ҫилленни пирки пӗр самах каласа кӑтартман пулин те, ӳпкевлӗн те кӑмӑлсӑррӑн йӗрлесех тӑраҫҫӗ вара ун хура куҫӗсем ман хыҫҫӑн инҫетрен. Ривэра пуҫне кӑна сулланӑ. Малта, чул ту ҫумӗнче, пӑрахут ларать. Анчах танк тепӗр хут малалла ыткӑннӑ самантра юнашар окопран пӗр бутылка вӑркӑнса тухса, хӗвел ҫутипе йӑлкӑшса илчӗ. Сана кукамай манса кайман. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, пурне те курсах тӑрать… Вӑл карабин, ҫатма аври мар! — Чутах ҫавӑнпа вӗҫленетчӗ, Гаррис. — Сильвер-и? — ыйтрӑм эпӗ. Эпӗ вара Марья Васильевна вилнине туйса илтӗм. — Пӗр ӗмӗт ҫеҫ манӑн, — тӑсрӑм сӑмаха эпӗ, — ку ӗмӗт — унпа пӗрле пуласси, яланах ӑна курасси, урӑх ним те кирлӗ мар. Анчах сан туйу тӗлне таврӑнма тӑрӑшӑп. Эпӗ хамӑнне, ҫывӑххине юрататӑп! — Эпӗ ӑна та пӗлместӗп. Вӑл музыкӑна юрататчӗ, хӑй фортепьяно каланӑ май, А… тусӗ хывнӑ романссене, цыгансен юррисене тата оперӑсен хӑшпӗр кӗввисене юрлатчӗ; анчах вӗреннӗ ҫынсем хывнӑ музыкӑна юратмастчӗ, ытти ҫынсем мӗн каланине пӑхмасӑрах: Бетховен соначӗсем ҫывратса яраҫҫӗ, кичемлентереҫҫӗ, Семенова юрлакан «Ан вӑратӑр мана, ҫамрӑка» тата цыган хӗрӗ Танюша юрлакан «Хӗр пӗччен мар» юрӑсенчен лайӑхраххине эпӗ урӑх нимӗн те пӗлместӗп, тетчӗ. Вӑрманти ансӑр ҫул тӑрӑх тӗттӗмре куҫа курӑнмасӑр шыв шавласа юхма тытӑнчӗ, лашасен ури айӗнче ҫӗр исленсе, урапа кустӑрмисене тӗнӗл таран путарса, юхма тапратрӗ. Тӳпере ирхи сарӑ пӗлӗтсем шунине пула шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ӗнтӗркеме пуҫласан, эпӗ ҫулсӑр-мӗнсӗрех, нумай пулмасть ӳкнӗ сывлӑм атӑ витӗр сӑрхӑннипе хӗпӗртесе, уйсем, вӑрмансем тӑрӑх ҫӳретӗп. Ҫав кӑткӑсах мар хайлавра сасартӑк ҫийӗнчех, ӑна вулама вӗреннӗ хыҫҫӑнах пӗлнӗ тата ӑнланнӑ пулин те, практикӑлла ӑслӑлӑхӑн пытарӑнса тӑнӑ тӗпӗр авӑрӗ яри уҫӑлса кайрӗ вара Ромашовшӑн. Халиччен пулман виҫесӗр савнӑҫ ҫӗклентерчӗ унӑн чунне. — Сан шутупа, Дик, мӗн-ши ку? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Майор, гостиница ҫуртӗнчен тухмасӑрах, пӗчӗк хулан ҫыннисем темӗн ҫинчен итлесе ахальтен мар пӑлханнине сисрӗ. Вӗсем питӗ чухӑн пулнӑ, пукан хӗрринче выртакан ют ҫӗршыв ярлыкне ҫыпӑҫтарнӑ коробка тӗпӗнчи пудра та кунта питӗ пысӑк пуянлӑх пек туйӑннӑ. Музыка пӳлӗме тулнӑҫемӗн тулса пычӗ те амӑшӗн чӗрине хускатрӗ, — ҫакна вӑл хӑй те сисмерӗ. — Саликас кӳллинче, — терӗ индеец. Хӑех ӑнланӗ. Ан тив, хӗстермесӗр-тумасӑрах ӑнланса илтӗр. Пулать. Вӑл, алӑк питӗрӗнсе тӑнине курсан, шаккама тытӑнчӗ. Ҫавӑнтах ун асне паянхи каҫ пӗтӗмпех-пӗтӗмпех тухса тӑчӗ, вара вӑл хуҫасем пӗр-пӗринпе ылмаштарнӑ тӗрлӗрен сӑмахсенчен, вӗсене мӗнлерех ҫавӑрттарса хунипе пӑхкаланинчен ҫийӗнчех хӑй ӗлӗк асӑрхаман нумай-нумай вак-тӗвеке курчӗ, ҫавсем ӗнтӗ шӑпах, — ӑна халь ҫапларах туйӑнчӗ, — йӑлӑхтарнӑ хӑнапа тирпейсӗрле хӑтланни, тӑрӑхласа кулни, хирӗҫлесе, чӑтӑмсӑррӑн, вӗчӗхлӗн ҫӗткеленни ҫинчен калаҫҫӗ. — Халӗ ӗнтӗ, — терӗ Джо, ура ҫине тӑрса, — халӗ эсӗ хӑвна вӗлерттер, вӑл тӗрӗс пулать. — Нихҫан та хӗнемест, кӑшкӑрса та хӑратмасть… Чеен кулса, Бойко-Глухов ҫапла каларӗ: — Хӳтӗленме ҫеҫ мар, тапӑнма та пулас… Хуҫалӑхри ӗҫсем Иван Петровича часах лӑплантарнӑ. Фома хӑй именсе кайнине туйнӑ, вара сассине паҫӑрхи пек чӑрсӑрлатмасӑр:— Мӗншӗн калас мар? — тесе хунӑ. — Сире вӗлереҫҫӗ кунта. — Асӑрхаман та эп сире, — терӗ вӑл кулса. Пӑшалпа виҫӗ хут шалтлаттарчӗҫ, таркӑна ҫав хушӑра аяк пӗрчинчен тем ҫыртнӑ пек туйӑнса кайрӗ, вара вӑл сиккипех чупса кайрӗ. Сывӑ пулӑр, дон Мигуэль Диаз! Часах вӑл вут хӗррине палатка сарса хучӗ те сӗнӳ пачӗ: — Каҫхи апат ҫиме вӑхӑт, ачсемӗр! «Е», «у», «ы» сасӑсене каланипе савӑнса эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм. Тусӑмпа калаҫса, хамӑн шухӑшсене пӗлтерес килнине туятӑп эпӗ, анчах кампа калаҫас? — Эсӗ хӑвна пачах тӳрӗ тытмастӑн, факт! Вӑл тӗттӗмрен чӗнчӗ: «Асӑрханӑр», — унтан авалхи кӗперӗн ансӑр та чӑнкӑ аркки ҫинче курӑнса кайрӗ. Хӑйӗнчен мӗн ыйтнисене илтмен пекех, Айртон нимне асӑрхамасӑр ҫыран ҫинелле пӑхать. Хӗр ҫакна каласанах пуҫне пӗксе хӑй ӗҫне ҫав тери тимлӗн тытӑннине кура, ҫамрӑк ҫын татах ыйтса тӗпчеме ниепле те хӑяймарӗ. — Пӗр-икӗ хут ӗнсерен пама тиврӗ. — Малалла ертсе кайӑр. Унта эсӗ пӗр ҫынна тупан. Ун аллисене лассопа ҫыхса лартнӑ. Эпӗ ҫуркунне кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑчӗсене пуринчен ытла уҫӑлса ҫӳресе ирттереттӗм, — ҫуркуннен кӗрешсе ҫӗнтерме май ҫук вӑйӗсем пӗртте мана чиркӗвелле ямастчӗҫ. Вӗлермеллех касаҫҫӗ пӗр-пӗрне!» — тесе ҫеҫ кӑшкӑра-кӑшкӑра ярать вӑл. Вӑл хӑлхисене тӑратарах итлерӗ. — «Салампа санӑн…» тесе вӗҫленетчӗ вӑл ҫыру. — Ну, майрасем, анӑр! Эпӗ вӑл юррӑн темиҫе сӑмахне ҫеҫ аса илтӗм: Ҫитмӗл пиллӗкӗшӗ те таврӑнаймарӗҫ киле —Вӗсем путнӑ пурте тинӗс авӑрӗнче. Хуҫа кокарда ҫине пӑхса илчӗ те:— Гражданин, эсир кунта чарӑнатӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Манӑн упӑшкам, Шурӑ Кашкӑр! Вӑл, ав, пуҫне те мӑнаҫлӑн каҫӑртса тытать, чӗрӗ куҫӗсемпе ҫынна тӳрех куҫран, шӑтарас пек пӑхать. Ҫапла, пӗр пытармасӑр. Кӗсри кукуруза ҫинӗ — Плутон ӑна тӑрантарма апатне хӗрхенмен. Крокодил тимӗр кӗпипе ман ӳт-тире те хытӑ чӑрмаларӗ. Каҫхине, сакӑр сехет ҫитсен, отрядӑн пуҫӗнче пыракан Талькав кӳлӗ курӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Анчах та манӑн шутпа, ку вӑл пӗрре те «Анна Каренина» пек мар, тӗрӗссипе каласан, ниҫти пек те мар. — Мельбурнра-и? Ҫапла, батюшка, сирӗн аннӗре манма юрамасть; вӑл ҫын мар, ҫӳлти пирӗшти пулнӑ. — Эпӗ сирӗн парнене йышӑнатӑп, сэр, тав туса йышӑнатӑп, — тесе ответлерӗ ҫамрӑк креолка, малалла тухса. Ҫынсем хӳтлӗхре пулнипе хӑюлланнӑ: кунта вӗсем хӑйсене сӗм вӑрманти пекех туяҫҫӗ. Ман секундант пулма килӗшместӗр-и эсир? Эпӗ пӗтӗм цитатӑсене карточка ҫине ҫырса хунӑ. Туфта хӑйӗн портфелӗнче чаваланма тытӑнчӗ. Тавӑрӑнсан, ывӑннипе кровать ҫине йӑванса кайнӑ та ҫавӑнтах ыйӑха путнӑ. Сасартӑк инҫетрен ҫӗршер сасӑ тискеррӗн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Эпӗ ун ҫине тусемпе тӳпе илемӗ ҫине савса пӑхнӑ пек пӑхсаттӑм, тата ҫавнашкал савса пӑхмасӑр тӑма пултарайман та, мӗншӗн тесен вӑл ҫавсем пекех хитре. Хӑй вӑл ҫапах та темӗн каларӗ — никам та илтсе юлаймарӗ, — вара, патаккипе йывӑррӑн таклаттарса кафедрӑран анчӗ те тухмалли алӑк патнелле ӳпӗнсе утрӗ. Ҫав каҫ, вӑл шакканине хирӗҫ, сарлака парадлӑ алӑка Тоня уҫнӑ. Катя ҫуркуннех-ха тӑхлачӑпа Петенькӑна Мускава чӗнтересшӗн пропуск майлаштарма тытӑннӑччӗ, хамӑр каялла таврӑннӑ чух курасса та шанчӑк пурччӗ пирӗн. Эх! Начар вӑл вӑй тени ӑссӑр пурӑнсан, ҫавӑн пекех, ӑс та вӑйсӑр пулсан аван мар. «Мӗнле йывӑҫа тӑпӑлтарса кӑларнӑ вӗт!» шухӑшларӗ те вӑл, ӑна хӑйӗн шухӑшӗ, вилӗм шухӑшӗ, татах та ытларах, ҫул ҫинче чухнехинчен те хытӑрах хӑратса пӑрахрӗ. — Эпир унтан юлмастпӑр, — терӗ Гленарван, индеец енне ҫавӑрӑнса:— Пӗрле каятпӑр, — терӗ вӑл. Тӗксӗмрех сӑнлӑскер, кӑтраланса тӑракан ҫӳҫлӗскер, вӑл пуҫне тӳрӗ те ҫӳллӗ тытнӑ, хӑйӗн таврашӗнчи мӗнпурӗ ҫине ҫӳлтен пӑхнӑ, паллах, хӑйне вӑл кунта пӗрремӗш вырӑна хуни таҫтанах палӑрнӑ. Джим пӗрре ҫӳп-ҫап ҫине, тепре ман ҫине пӑхса илчӗ. Вера час-часах княгиня патӗнче пулкалать; эпӗ ӑна Лиговскаясемпе паллашма сӑмах патӑм, ҫынсем ан сисчӗр тесе княжна хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗп вара. Ганс пит ӗҫчен те маттур ҫын, вӑл япаласенчен нумайӑшне ҫӑлса хӑварчӗ пулас. Полк музыки темпа тытса, ҫӗклеттерсе илчӗ ку вӑл, ҫакна кура пӗтӗм полк ҫийӗнчех туртӑнса, чӗрӗленсе тӑчӗ: пуҫсем картах ҫӳлелле каҫӑрӑлчӗҫ, кӗлеткесем яштах тӳрӗленчӗҫ; ывӑннӑ, ӑмӑр питсем уҫӑлса ҫуталчӗҫ. Вӑл хаваслӑ, вӑл ӗнтӗ сывалса ҫитнӗ: анчах куҫӗсем тӗссӗрленнӗ ун, питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, пичӗ пӗркеленсе ларнӑ, ҫаксем ӗнтӗ пурте ку этем хӑй пурнӑҫӗн чи лайӑх вӑхӑчӗсене асапланса ирттернине кӑтартса тӑрать. Эпӗ ҫиленсе унтан ыйтрӑм: — Ма вара эсӗ дворнике хӗртен мӑшкӑласа кулма ирӗк патӑн? — терӗм. Ман хуҫасем патне вӑл ахаль кун ирпе пырса ҫитрӗ; эпӗ кухняра йӗс савӑтсене тасататтӑм, сасартӑк пӳлӗмрен ҫамрӑк хуҫа арӑмне хӑраса:— Параднӑйне уҫ — Оранскине илсе килеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Прохошка чарӑнчӗ те ҫӳлелле ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Анна Васильевна халь те чӗрӗ; хӑйне пысӑк хуйхӑ пусса илнӗ хыҫҫӑн ҫав тери ватӑлнӑ, сахал ӳпкелешекен пулнӑ, анчах унчченхинчен ытларах хуйхӑрать. Е миллиционертан адрес сӗтелли ӑҫтине ыйтса пӗлес-ши? Каҫхи апатчен кӑшт маларах пӳлӗме Гриша кӗчӗ. — Эпир туртмастпӑр, пачӑшкӑ, — терӗҫ тӑваттӑшӗ те шӑппӑн. — Иван Григорьев эсӗ-и? — ыйтрӗ пристав, хӗҫне ҫурӑм хыҫнелле тытса. Алексей тухтӑр пек командӑсем пачӗ: — Тӑр, Петр, кӗпӳне хывса шӑмшакна пӑрпа сӑтӑр! Унӑн куҫхаршийӗсем ҫав-ҫавах тӗксӗммӗн пӗркеленнӗ, вӑл вара, лайӑххине шыра-шыра, малаллах кайнӑ. Юлашкинчен вӑл ерипен юхса выртакан пӗчӗк юханшыв тӗлне ҫитсе тухнӑ. Кулас килмесӗрех кулаҫҫӗ, такӑшӗ пӗри пӗлекенӗ ҫавӑнтах тӳрлетсе калать: — Сысна пурне те ҫиет — ҫурисене те, тепӗр сыснана та… — Шанасчӗ, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Халл капитан. — Экипажӑн, тен, хӑйӗн шлюпкисемпе ҫӑлӑнма май килнӗ, паллах, хӑйне пырса тӑрӑннӑ карап пӑрахса кайнӑ пулсан, — кун пекки, шел пулин те, пулкалать. Этеме пӗрре ҫапнипех урлӑ каҫа, хулпуҫҫирен пуҫласа купарча таранах, татса пӑрахаҫҫӗ. Сӑмах вӑл — хывӑх хуппи пек япала, анчах та тӗшши ун лайӑх. Мери мана йӑлтах каласа пачӗ… — Мӗнле май килет, — хуравларӗ Гаев, хӑйне саккунсӑр раскулачить тунӑшӑн кӳреннине мансах пӗтерейменскер. — Тинӗс… Хӑй ӑшӗнче вӑл Наталья хурлӑхӗ ӑна телей парасса шантарнине именсе туйса тӑчӗ. Амӑшӗ хыҫҫӑн анакан Петр сасартӑках чарӑнчӗ. Назанский пирки те каланӑ вӑл мана. Кольхаун ҫав сӑмаха каланӑ хушӑра итлекенсем хушшинче йынӑшса илни илтӗнсе каять. — Каяс пулать. Его величество эпӗ пулса курнӑ ҫӗршывсенчи законсемпе, вӗсен историйӗпе, государство стройӗпе, тӗн йӗркисемпе, халӑхсен кӑмӑлӗсемпе пӗрре те интересленмерӗ. Шырланӑн тӗпӗнче темиҫе ҫӗр бизон пӗтнӗ, юлашки минутсенче кӑна темиҫе чӗрчун аяккалла пӑрӑнса вилӗмрен хӑтӑлма ӗлкӗрнӗ. — Калатӑп вӗт сана, часах тавӑрӑнатӑп тесе. Ӑҫта капитан? — Ҫӳрессе те начар мар ҫӳрет, — терӗ ӑна Гленарван. Ҫул ҫинче те, ялсенче те вӗсен аллине лекес хӑрушлӑх пулнӑ. — Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. Ӑна куратӑн пулсан, хӗвеланӑҫ еннелле вӑл мӗнле ерипен анса пынине сӑнаса тӑр. Эп ахаль кӑна каларӑм, — ытла кулӑшла… Лось аллисене вӗҫертрӗ, — Гусев урайне майӗпен-майӗпен анать, урисене сывлӑшалла тӑсрӗ, чавсисене ҫӗклерӗ, шыври пек ларать, йӗри-тавра пӑхкалать. Сирте чӗре пуррине, ҫынсемшӗн ӑс-тӑнпа ӑнланса тӑрӑшнине курмастӑп. Ҫавӑнпа вӗсем кашни хуларах ятарласа ачасене пӑхса ӳстермелли ҫуртсем тунӑ, унта вара пурин те хӑйсен ачисене ҫирӗм уйӑха ҫитсенех памалла. Эпӗ унран вӑтанмарӑм. — Эх, епле ытла йӑнӑшрӑм иккен эпӗ! Санин ӑна хирӗҫ: «Чӑнах та эсир Российӑра нихӑҫан та ҫулла пулмасть тетӗр-и вара?» — тесе хурсан, Леноре фрау: эпӗ Россия ҫинчен ку таранччен чӑнах та ҫапла: унта ӗмӗр-ӗмӗр юр выртать, пурте кӗрӗксемпе ҫӳреҫҫӗ тата пурте ҫар ҫыннисем, анчах кӗтсе илессе вара питӗ чаплӑ кӗтсе илеҫҫӗ, пур хресченсем те сӑмаха питех те итлеҫҫӗ тесе шутланӑ, — терӗ. — Сана юраса пурӑнма пӗтӗмпех килӗшетӗп, Дарья Куприяновна, — йӑл кулса каларӗ те Давыдов, ура ҫине тӑрса, тӑрӑшсах пуҫ тайрӗ. Анчах ҫав ӳпкелешӳсенчен Яков хӑйне валли питӗ кирлӗ вывод турӗ: ашшӗ пурӑннӑ пек пурӑнни — усӑсӑр. Унта нумай пулмасть сӑрланӑ урай шӑрши, ромашка, мелисса шӑрши. Хӑвала! Эпӗ ҫӗртен виҫҫӗр ярд ҫӳлӗшӗнче тӑрса юлтӑм та кашни минутрах ҫил вӗрсе йӑвантарса антарасса е пуҫ ҫаврӑнса кайнипе йӑванса анасса кӗтсе выртатӑп. — Куна калама та намӑс мана. Унӑн сӑмси те ылтӑнран мар, манӑнни е урӑх ҫынсенни пекех; вӑл та сӑмсипе ҫимест — шӑршлать, ӳсӗрмест — сунаслать. Ӗҫӗ те пӗтет вара унпа! Ку япала вуҫех сире хирӗҫ мар. Таҫтан сарӑпа ҫутӑ-кӑвак тӗслӗ ялав илсе килсе тӑратрӗҫ. Ҫара лекнисен ҫак ялав умӗнче присяга памалла… Ҫӗрле мана хӑй патне чӗнсе илчӗ те ыйтать: «Вӗсене эсӗ вӗлертӗн-и, Ваняткӑ?» Кирек мӗнле пулсан та эп вилмесӗр юлнӑ. Шӳтлӗ сӑмаха пурте кӑмӑлран йышӑнчӗҫ, мучи те, тӗлӗнсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм, паттӑр салтак. — Халь ӑҫта вӑл манашкӑ? — хӗрӳлленсе ыйтрӗ ҫак калава итлесе тӑнӑ Нагульнов. — Кам вӗлернӗ-ха тата ӑна? Ун умӗнче вут-ҫулӑм ярса илнӗ Клисурӑ курӑнса выртать. Эпӗ ҫавӑн пек ҫын… ӗҫе ҫурмалла тума юратмастӑп!.. Чухӑн нацисем ҫӑткӑн, пуяннисем — мӑнкӑмӑллӑ пулаҫҫӗ, ҫӑткӑнлӑхпа мӑнкӑмӑллӑх вара яланах пӗр-пӗринпе килӗштерме пултараймаҫҫӗ. — Шапана кӳлӗ, ҫӳрене ҫул, — шӳтлесе каласа хучӗ Огнянов. — Мӗн эс пире асанне юмахӗ каласа кӑтартатӑн, Рахман-ага? — терӗ пӗри. — Ну, кун пирки эсӗ, Нагульнов юлташ, ан та калаҫ, — Банник чарусӑррӑн кулса илчӗ, шупка сарӑ мӑйӑхне шӑлса якаткаларӗ. Ҫил ҫук — тӗнчере ӗмӗрне те пулман пек. Ҫинҫе сасӑпа калаҫакан ҫамрӑк сӑнарлӑ офицере калаҫнӑ чух хӗрелсе кайрӗ, питҫӑмартийӗсем ҫине хӗрлӗ-хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ, сассинченех, хӗрелнинченех паллӑ ӗнтӗ вӑл ачалла, хӑй мӗн те пулин тӗрӗс мар каласа ярасран хӑраса калаҫакан ҫамрӑк пек, шикленсе калаҫни. Ӗҫлессе хам тата ывӑлпа кин ӗҫленӗ. Ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ енче шӑрӑхӑн уҫӑмлӑ, вӗтӗ-вӗтӗ хумӗсен витӗр майра кайӑкла сарӑ тӳремлӗх курӑнать, пысӑк шывсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Мӗн шуйттанӗ тума провинцие каймалла пулчӗ санӑн? — Тӳлек чух ҫурт ҫинчен шутласа пӑх. — Мӗн ҫухӑрашатӑр эсир, ачасем? — ыйтрӗ Воропаев, кӑшкӑрнипе пӳлӗнсе сывлакан салтаксене шеллесе. Виҫӗ сехетре Флор сӑмсахӗ патне кайрӑмӑр. Хӑрани самантрах иртсе кайрӗ. Ун ҫине пӑхаканни хӑй илсе килнӗ портрет иккен, вӑл ун ҫинчен мансах кайнӑ. Гусев ӑна ҫӑварне карсах сӑнать. Вӑл лап та шӑп Петровна пекех сухаллӑччӗ, пӗкӗрӗлсе ӳкнӗччӗ, туя тытнӑччӗ. Ҫумӑр ҫунӑ. Хӑй вара пӗр сикмен куҫӗпе ман ҫине пӑхать, мана каллех вӑрттӑн сыхласа тӑма хӑтланать. Вӑл унтан пӗр ҫӑкӑр ҫӗклесе тухрӗ те, чӗллӗн-чӗллӗн касса, сӗтел ҫине хучӗ. Ҫитменнине тата аслӑ калӑм каҫ! — Илемлӗрех моряксене илсе килӗр пирӗн пата! Ҫав тӗлӗшрен вӗсен хушшинче ӗҫ ҫинчен калаҫмаллисем пулма пултарнӑ. Унтан лаши ҫӑрарах хунав курӑк ҫине, вар тӗлнелле анса кайрӗ те, тавралӑх шӑпланса ларчӗ. Унашкал шӑплӑх хура кӗркунне кӑна, ҫынсем ӗҫ пуҫтарса кӗнӗ хыҫҫӑн пуш-пушӑ тӑрса юлнӑ ҫеҫенхирте кӑна пулать. Сиреньпе акаци йывӑҫӗсем лартса тунӑ пӗр беседка кӑна самай ешерсе тӑнӑ; унта хӑш чухне чей ӗҫнӗ, апат ҫинӗ. Манӑн кимӗпе ытти хатӗрӗсене сӗрме виҫҫӗр ӗне пусса ҫу хатӗрлесе пачӗҫ. Пӑван Джемма ҫине хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ. Тӑхтӑр-ха, эпӗ, тен, ку юбкӑна илместӗп те пулӗ-ха… Документра темиҫе ыйту ҫине панӑ ответ пулнӑ. Тӗрмерен тарас ӗҫе эпир калама ҫук лайӑх йӗркелерӗмӗр, питӗ шеп пулчӗ ку пирӗн! — Мӗнле шутлатӑр эсир, Джон, — тесе ыйтрӗ Гленарван, — каҫчен ҫыран хӗррине ҫитме ӗлкӗретпӗр-ши эпир? Ах! Чиркӳпе кӗрешме мӗн тери йывӑр пулнине эсӗ куратӑн ӗнтӗ: ҫав кӗрешӳре императорсем те чӑтса тӑрайман. Лашасене леҫсе яр, вара вӑхӑтлӑх арестанткӑсене мӗн те пулин хыпкалама пар. — Эпӗ! — Марьяна! Эпӗ ӑса ҫухататӑп. Анчах та вӑл мана хирӗҫ тухрӗ те хӑй патне халь мар, каярахпа кӗме хушрӗ. Унӑн ун чухне кӑмӑлӗ ҫав тери пӑсӑлса кайнӑччӗ. Кай ҫывӑрма… — терӗ. Тӗрӗссипе каласан, ӑна та, кӑна та юратса пӑрахма пулать. — Мӗн-ха эпӗ сана, пӗр-пӗр чир ҫыпҫӑнтаратӑп-и е вӑрлама вӗрентетӗп? Халӗ ӗнтӗ унӑн ӑҫта ҫӗр каҫасси ҫинчен лайӑхах шутламалла. Унтан пит ӑслӑ анекдот илтрӗм; пӗр компани тинӗс хӗрринче философилесе ларнӑ, сӑмах пурнӑҫ ҫинчен пынӑ. Фелим умне вилӗм тухса тӑрать. Люка уҫрӗҫ те ҫӑмарта ӑшӗнчен ҫурма ҫарамас икӗ ҫынна ҫав тери асӑрханса кӑларчӗҫ: пӗри — скелет пек имшер, ватӑ, шурӑ ҫӳҫлӗ — тӑнне ҫухатнӑ, теприн пичӗ сусӑрланнӑ, аллисем хуҫӑлнӑ, — вӑл вӑйсӑррӑн йынӑшать. Ҫав шӑмӑ чӑнах ҫӗр историйӗн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗнчи пурӑннӑ ҫын шӑмми пулнӑ пирки талашмалла мар пек туйӑннӑ. Унӑн ырӑ кӑмӑллӑ та пысӑк сӑн-пичӗ кӑрт та карт туртӑнчӗ, куҫӗ йӑлкӑшса кулчӗ, куҫ харши, хускала-хускала, куҫ ҫутине ҫунатлантарнӑ пек пулчӗ. Эпӗ куҫ хӳрине те сиктермен. Иван Никифорович кӑшт лутрарах та, хулӑнӑшне сарӑлса пырать. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм обществӑпа сада кайрӗ, Базаров хӑйпе калаҫма ӗмӗтленнине курсан, аяккалла темиҫе утӑм турӗ те чарӑнса тӑчӗ. Ав мӗнле тӗн тӗшмӗшӗшӗн айӑплӑ эпӗ! Вӑл ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫул тытать. Ӳслӗкне чарма хӑтланнипе унӑн кӑвак сӑн-питне юн килсе каятчӗ, вӑл питҫӑмартисене мӑкӑртса яратчӗ, куҫҫулӗ тухса каятчӗ, вӑл пукан ҫинчен сиккелесе ларса мана чышатчӗ. Ҫавӑнпа Стефчов Юрданӑн пулас кӗрӳшӗ тенӗ сӑмах ламран лама ҫӳрет, ҫав сӑмах пуш сӑмах кӑна та мар иккен. — Килте канӑпӑр, атте; кӳлме кала. Акӑ, сасӑлатпӑр та — кухньӑна апат пӗҫерме, Одарка патне резерва яратпӑр. — Ҫиме те аванскер вӑл, — терӗ Паганель. Ранчоран темиҫе утӑм кайсан пӗр шӑтӑк чавнӑ, кунта вучах пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен шӑтӑк тӗпӗнче пӗр купа сӳннӗ кӗл выртать. Вонифатий старике хӗрарӑм калпакӗ тӑхӑнтарчӗҫ, княжна арҫын шлепки тӑхӑнчӗ… 50-мӗш ҫулта, ҫителӗклӗ таран пӗлӳ илес шутпа тата вырӑссемпе ҫывӑх паллашма, вӑл каллех Российӑна, Мускава килчӗ… кайран, университетран вӗренсе тухсан… — Вара мӗн пулӗ? — пӳлчӗ ӑна Елена. Федотов, ҫунаттисемпе сулкаласа илчӗ те, палӑртнӑ курспа кайрӗ. Никонов Коптева юриех пурте илтмелле каларӗ: — Пархатарлӑ халӑх, хӑйне ырӑ тӑвакансене хаклама пӗлет! — Чим-ха, тепре тапам унӑн масасӑр питне… — тенӗ Фома. Хӑй ӑҫта ҫул тытнине пӗлнӗ пулмалла вӑл — ку ҫул пӗрмаях шалалла та шалалла, вӑрманалла кӗнӗ. — Акӑ мӗн калӑп эпӗ, господасем, хам енчен, — ҫук ҫӗртенех куҫлӑхне тӳрлеткелесе те ӳсӗркелесе, калаҫӑва хутшӑнчӗ халичченех ним чӗнмесӗр тӑнӑ, пӑлханнипе сасартӑк хӗрелсе кайнӑ Ромашов. Пирӗн пурӑнӑҫ ерипенех майлашӑнса пычӗ. Эпӗ астрономи хатӗрӗсене те ҫӑлса хӑвартӑм. Эпӗ тытса тӑмастӑп-ҫке ӑна. Харпӑр-хӑйӗн асӗ — икӗ ҫын ӑсӗпе танлашать! Нумай тертленнӗ хыҫҫӑн, ҫынсемпе лашасем пустуй ӗҫе пӑрахрӗҫ. Ашшӗнех хывнӑ, анчах ун пек ҫуйхануллӑ мар… Пичче хӑйӗн Румкорф аппаратне майласа ячӗ: сулла ҫыран хӗррине кӑкарса хутӑмӑр. Анчах Луиза Пойндекстер, пӗр минута та каллӗ-маллӗ шутласа тӑмасӑр, хуҫкаланса хӑтланассине е хӑрассине пӗртте палӑртмасӑр, тӑчӗ те хӑйпе сӑмахлакансене пӑрахса кайрӗ. Шӑпах ҫак сӑмахсене тӳрре кӑларнӑ пек, алӑк яри уҫӑлчӗ те, Марин кӗрсе тӑчӗ. Юханшыв тӑрӑхӗнче ишӗлсе выртакан ҫуртсем кунта нумай пулмасть кӑна хаяр ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен кӑтартса параҫҫӗ. Пӗри — выртать, тепри — утса ҫӳрет, чиновник пӗрмай ларать, ҫиессине — кашнийӗнех ҫимелле. Пур ҫӗрте те индиго ятлӑ курӑк ӳсет, — Гаррис сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫак пӑрҫа йышши курӑк кунта хӑрушӑ ҫумкурӑкӗ шутланать: ҫӗрӗҫлекен ҫӗре кӑшт ҫеҫ пӑхмасӑр тӑрсан, тӳрех индиго сӑрса илет, кунта ӑна Европӑра вӗлтӗренпе талпиҫене картман пекех, картмаҫҫӗ. Ӑҫта вырӑнаҫтарӑпӑр ӑна, акӑ ыйту? Ҫӑмартисем ҫап-ҫаврака та шурӑскерсем, шултра мӑйӑртан кӑшт ҫеҫ пӗчӗкрех. Мэри Грант Роберта хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртарӗ. Фомана тӗттӗм пӳлӗмре такам пытаннӑ пек, вӑл ӑна вӑрттӑн сӑнаса тӑнӑ пек туйӑннӑ… Ну, ларах ларчӑк ҫине… «Пӑх-ха, мӗнле юратаҫҫӗ». О ӑслӑ патша, кам тавӑрса парӗ мана ҫав ҫухатӑва? Хӗр пӗччен — никам курмасть, илтмест ӑна; чечекри иҫӗм шӑрши, ирхи савӑк уҫӑлӑхпа чӗрери вӗри юн ӳсӗрӗлтерсе яраҫҫӗ ӑна, акӑ вара ун чӗлхи ҫинче самантрах айванла юрӑ сӑмахӗсем ҫуралса тӑраҫҫӗ те, яланлӑхах манӑҫа тухса, ҫилпе вӗҫсе саланаҫҫӗ: Тытсамӑр тилӗсемпе ҫурисене,Вӗсем-ҫке пахчасене пӑсаҫҫӗ,Иҫӗм вара пирӗн шӑпах чечекре. — Ав епле-ха, эсӗ ҫапла шухӑшлатӑн-и Аксель? — терӗ пичче. Акӑ кам ӗнтӗ мана кӑларса ярассишӗн чунне хурать! — Пӗлес килет-ҫке… — Ҫук, мӗн тума юхӑнтармалла-ха? — тӗлӗннӗ пек пулчӗ Яков Лукич. «Ҫапах та мӑнтӑрланнӑ эсӗ!», — шухӑшларӗ Макар. Ҫавӑнпа эпӗ каҫа юлтӑм. Йывӑррӑн, ӗсӗкле-ӗсӗкле сывласа, Давыдов пӗр минут хушши пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, унтан Андрее хулпуҫҫинчен ыталаса илчӗ те унпала пӗрле сак ҫине кайса ларчӗ, урмӑшарах панӑ сассипе ҫапла каларӗ: — Эккей, ухмах та-ҫке эсӗ! Унӑн ирӗкӗ. Тата илсе кайма юрать-ши? Сӑртсем патӗнчен ҫавӑрӑнса вӗсем анлӑ хире тухрӗҫ. Кунта кит сухалӗ пек курӑксем ӳсеҫҫӗ. Вӑл панулмине кӑшлама пӑрахрӗ. Йӗнер ӑҫта? Эпӗ сирӗн ҫине тинкерсе пӑхнӑшӑн ан ҫиленӗр. Гуигнгнмсен апат-ҫимӗҫӗ. Ҫав хаклӑ сӑн-сӑпат, ҫав куҫсем, ҫав кӑтра ҫӳҫ — нӳрӗ ҫӗр айӗнче, тӑвӑр тупӑкра — ҫакӑнтах, манран, халлӗхе чӗрринчен, инҫех мар, тен, аттерен те темиҫе утӑмра кӑна… — Эпӗ ӑна шанасса шанатӑп та, анчах ҫапах та мана ирӗк панӑ вӗт… — Паллах, эсӗ чӗнмесӗр тӑма пултараймастӑн, эсӗ малалла та ҫакнах калама шутлатӑн пулсан, Аксель… — тесе хучӗ пичче. Тӗрӗссипе каласан, ҫак чуна эпӗ мӗн пирки хамӑн малашнехи инкексен пуҫламӑшӗ вырӑнне шутланине вулакан малашне хӑех чухласа илӗ тесе шутлатӑп. Вӗсем аптӑраса ҫеҫ кайнӑ, урӑх ним те ҫук. Сталинградец хӑрах алӑсӑр тата хӑрах куҫсӑр пулнӑ, ӑна Воропаев тин ҫеҫ асӑрхаса илчӗ. Пуҫа усма кирлӗ мар, савнӑ тусӑм, анчах халӗ санӑн ӗҫӳ ҫавӑн пек — пӗтӗмпех ҫӗнӗрен пуҫлас пулать. Кервен те хитре арӑмӗ:— Митрич, картишӗнче мӗнле маттурсем пулчӗҫ унта? — тесе ыйтрӗ. Тӗнчере ӑнланмалла мар виҫ япала пур маншӑн, тӑваттӑмӗшне те эпӗ пӗлсе ҫитерейместӗп: тӳпери ӑмӑрткайӑк ҫулне, ту чакӑлӗнчи ҫӗленӗнне, тинӗс варринчи карапӑнне те хӗрарӑм чӗри патне арҫын хывакан ҫула. — Вӑл питех мӑнтӑр мар-ха, ҫак киревсӗр хулара юрӑхлӑ вите те тупма ҫук. Кунтан вара маршрут Напиртан Окленда ҫитиччен мӗнпур утрав урлӑ каҫакан Оверландӑн почта тракти ҫине кӗрет. — Ну, питӗ аван эппин, ман ҫӗрпӳртре выртма пултаратӑр, — терӗ те вӑл, пӗр саманта тӗксӗмленсе илсе, шала кайнӑ сасӑпа малалла ҫапла ӑнлантарчӗ: — Манӑн кӳршӗ паян заданирен таврӑнмарӗ. Юлташсен те ҫиесси килнӗ, анчах ҫав пурлӑ-ҫуклӑ юлашки апата никам та пырса тӗртме шутламарӗ. — Ку тӗрӗс, тӗрӗс! — хавхалансах каларӗ Эвелина. «Паттӑррӑн ҫапӑҫчӑр, рыцарьсен чысне яланах хӳтӗлеччӗр, яланах Христос тӗнӗшӗн тӑччӑр тесе кӗлту, ун пек пулмасан — луччӗ пӗтчӗр, ҫӗр ҫинче вӗсен шӑрши те ан пултӑр! Горева аллине ҫеҫ сулчӗ. — Вара эсӗ каялла тухса килтӗн-и? — Рота командирӗ патӗнчен эпӗ, — кӑшт кӳренерех, анчах та ачалла мухтанса пӗлтерчӗ посыльной. Хура халӑх вӗсен вӗренӗвне ӑнланмасть. Нестеренко шӑппӑн ыйтрӗ: — Юлашки ыйту сана, Ҫемен: эсӗ унпа пурӑнман-и? Лось аппарат тӑррине улӑхса ларчӗ, чӗлӗм чӗртрӗ те ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхкалать. — Эпир санпа юлташ пулӑпӑр, — тенӗ Ежов Фомана. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Кала, ӑҫтан сӑхрӗ? — тесе ыйтрӗ Морис, хыпаланса хӑйӑ ҫутса. Хӳшше килсе кӗме ӗлкӗрнӗ сунарҫӑпа пӗрле вӑл Фелимӑн ҫӑн-ҫурӑмне пӑхма тапратрӗ. Ҫак тӗлӗнмелле сӑмахсем Алексее шиклентерчӗҫ, ҫапах та кӑшкӑраканни, паллах, вырӑс ачи пулас, тесе шухӑшларӗ вӑл. Чаплӑ коммин ячӗ мухтава тухнӑ, вӑл капиталиста та ҫитнӗ, — анчах суту-илӳ пӗтсе ларнипе ҫукка юлса тӗрмере вилнӗ… — Сывӑ-и, — терӗ ӑна пӗр хура куҫлӑ та вӑрӑм кӑна хӗрача. Вӑрманпа пынӑ чухне Синопа тӗм айӗнче ларакан кролика курнӑ. Тата эпӗ сантан ыйтатӑп, канаш паратӑп — ан килсе кӗр кунта, пӑчланатӑн! Пирӗннисем кайнине асӑрхасан, нимӗҫсем те вӗсем хыҫҫӑн маларах куҫса кайман-ши, вӑрманта вӗсен пӗр-пӗр тылри чаҫӗ кӑна юлнӑ-и тен? Ашшӗ пӗрмай шавлать, харкашать; аслӑ ывӑлӗ салхуллӑ, нимӗн чӗнмесӗр ҫӳрет, вӑл шиклӗрех е именекенскер пулнӑ пулмалла; хитре Олешка — каччӑсене йӗкӗлтет, хӗрсене, вӑтантарса, куҫ хӗссе илет; Энтомолог туйӑмӗ ӑна халӗ чаплӑ ҫӗнӗлӗх тупма май пуррине, пӳрте турӑ хушнипе вӗҫсе кӗнӗ шӑна ахаль шӑна маррине систерчӗ. Икӗ ҫул хушшинче виҫҫӗмӗш кӗпе ҫӗлеме лекет. — Сирӗн канас пулать! Ытла та кулӑшла-мӗн ҫак пӗчӗкҫеҫ, хӗвелпе пиҫсе чикан евӗр хуралса ларнӑ Нюрка. Пӗтӗмпех илсе кайса пӗтерчӗҫ. Сире асап кӑтартрӑмӑр ӗнтӗ… — Манӑн темӗнле ҫиес килмест-ха, — тесе мӑкӑртатрӗ Морган. Хут фабрикине чӗртавар тӑратаканнисем ҫӗтӗк пухма хӑйне уйрӑм ҫынсене, хӑшпӗр уездсенче «ӑмӑрткайӑк» тесе ят панӑскерсене, хушнӑ. Урамра ҫаплах та ҫутӑ пулнӑ-ха, чӳречесем умӗнче ҫӑка турачӗсем ҫинче хӗвеланӑҫӗн ҫути ялкӑшнӑ, анчах та пӳлӗм каҫхи ӗнтрӗкпе тулсах пынӑ. Ҫапла вӑл ҫуркунне мана йӗрлесе тытрӗ те юханшыв тӑрӑх виҫӗ мильӑна яхӑн тӑвалла кимӗпе лартса кайрӗ; унтан юханшывӑн тепӗр ҫыранне илсе тухрӗ; ҫыранӗ вӑрманлӑ; пӗренерен тунӑ пӗр пӗчӗк пӳртсӗр пуҫне унта нимӗнле ҫурт-йӗр те ҫук, ҫурчӗ чӑтлӑх ӑшӗнче ларать, вӑл хӑш тӗлтине пӗлмесен, ӑна тупас та ҫук. Тӑван ашшӗ те ӑна палласа илеймен пулӗччӗ… Анчах июлӗн 18-мӗшӗнче ҫӗрле пулса иртнӗ ӗҫ кӗҫех пурин пурнӑҫне те тататчӗ. Хӑраса каятӑн пулсан, эпӗ сана ҫавӑнтах вӗлеретӗп — ӑнлантӑн-и? Сильвер чӑн малтан тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Пурте ӑна курма хатӗрленеҫҫӗ. Халь вӑл Тома караван каякан хула ятне, ҫул мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑласса кӑшкӑрса калама пултаратчӗ те пулӗ. Малалла кайӑпӑр. Опытлӑ лётчиксем ҫакна питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсенчен чи паттӑррисем ҫеҫ тӳррӗн, «ҫамкаран» атакӑлама хӑяҫҫӗ. — Сӑмахран? Шыв юххисем карапа таҫта илсе кӗрсе кайнӑ та, ватӑ моряка чут ҫеҫ калуш ӑшне кӳртсе лартман. Ҫак халӑх хавхаланса кӑна таратчӗ-ҫке, вӑл шанса, ача пек кӗтсе тӑратчӗ, халь тесен, ача пек чӗтреве те ӳкрӗ… — Чухлатӑп. Ку тӗлӗшпе кансӗртерех пулать. Эпӗ куна ахалех, шухӑшламасӑрах каларӑм. Пӗччен тӑрса юлнӑ Монтанелли магноли йывӑҫӗ айӗнчи тӗттӗмре нумайччен инҫетелле пӑхса ларчӗ. Тауко хатӗр. Чӑтайман енне вӑл ҫӑварлӑхне кӑшлать. — Сан вырӑнта пулсан эпӗ ахаль тумӑттӑм ӑна. Ҫапах та, кам умӗнче айӑплӑ пулма пултаратӑр-ха эсир? Мӗншӗн тесен вӑл мана хӑйӗн картинисене кӑтартрӗ. Вӗсем те ҫаплах ҫак нимӗҫ пӑрахучӗ ҫинче хӑйсен хутне кӗрекен ҫын тупнӑшӑн савӑнчӗҫ. Ку ракета та Совет ҫӗршывӗн, вӑл кунта ҫур ҫул ларать ӗнтӗ. Вӑл кӗтессе пырса ларчӗ, анчах кунта та такам пырса хӑйне хулпуҫҫийӗ урлӑ уртӑнса питрен пӑхассӑн туйӑнчӗ. Иккӗшне те пӑшӑрхантаракан ыйтупа калаҫу пуҫарма хатӗрленсе, вӑл, хапӑл-хапӑл ҫыркаланӑ блокнота листан-листан уҫнӑн, паян мӗн курни-илтнине тепӗр хут аса илчӗ, ҫапах та мӗнрен пуҫламаллине шыраса тупаймарӗ. — Паллаймастӑн-им? — Ну юрӗ, — тетӗп, — шӳтлетӗн-и, ҫук-и, енчен таркӑн негр ҫинчен мӗн те пулин калаҫнине илтсен, асту, ан ман, эсӗ ун ҫинчен нимӗн те пӗлместӗн, эпӗ те нимӗн те пӗлместӗп. Ӑнӑҫсӑр сикнине пула унӑн урисем ҫав тери туртса ыратрӗҫ. Анчах Мересьев протезсене халех, ним тӑхтамасӑрах тӗрӗслесшӗн пулчӗ. Пуҫӗнчи шлепкине хӑй ӗнси ҫинех пусса лартнӑччӗ. — Ҫук, хыҫлӑ тенкел ҫинче ларса. Вӑл мана хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе пырать — ҫав тери хаяр; унпа ӗлкӗрес тесе, манӑн чупса пыма тивет. Унӑн командировка та пулман. Епле ҫӑмӑллӑнах уҫӑлать! Паллах ӗнтӗ, эпӗ хура-хӑмӑр тилӗсене куркаланӑ. Эпӗ тарӑхсах хамран хам: мӗн тумалла-ха манӑн? тесе ыйтма пуҫларӑм. Эмиль тимлӗн итлерӗ. Павел Петрович тухрӗ. Мана вӑл ытлашши вӑтанманни килӗшет вара. Ҫак шухӑшсемпе ҫывӑрса кайнӑ та ӗнтӗ, ҫав тери вӑрах ҫывӑрнӑ вара. Ман кӳршӗсем, эпӗ вилсе выртман-ши тесе, пӑшӑрханма пуҫланӑ. Ӑна яланах шинӑсене тӗрӗс хуман пек, вӗсем сурана ытлашши хӗссе лартнӑ пек, ҫавӑн пирки шӑмӑсем тӗрӗс мар сыпӑнсан, кайран вӗсене каллех ватмалла пулассӑн туйӑнчӗ. Ухтищев, аллисене сулнӑ та, таҫта аяккинерех пӑрӑнса кайнӑ… — Ӑҫта каймалла-ха пирӗн — ҫурҫӗрелле, кӑнтӑралла, тухӑҫалла, анӑҫалла? Акӑ ӑҫтан пырса тивертрӗҫ вӗсем пире!.. Паллӑ ҫулпуҫӗсен ӳчӗсене ахаль паттӑрсен ӳчӗсенчен авантарах та илемлӗрех тӗрлеҫҫӗ. Унӑн пур хусканӑвӗсем те вӑраххӑн та ҫемҫе пулчӗҫ; ӑҫта кайса кӗчӗҫ унӑн васкаварлӑхӗпе ҫаврӑнӑҫлӑхӗ? Вӑл ӑҫта тинкернине пӑхрӑм та мачча ҫинче аллӑ пуслӑх укҫа пысӑкӑш туса хунӑ ункӑ куртӑм. Унӑн Рейкиявик ятлӑ тӗп хулине куратӑн-и? — Мӗн чухлӗ тухнинчен тата ӗҫе вӗҫне мӗнле ҫитернинчен: халӑх умӗнче хӑвна мӗнле тытнине кура тӳлеҫҫӗ, — темле кавар тунӑ чухнехи пек пӑшӑлтатрӗ Антип. Пӗлсех тӑрать вӑл: ҫав икӗ ҫын полка фронт линийӗ урлӑ каҫараҫҫех. Хӑюллӑ, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынсен пуҫӗ хӑрушлӑх вӑхӑтӗнче яланах лайӑх, уҫӑмлӑн ӗҫлет. Алексейӗн та халӗ пуҫӗ лайӑх ӗҫлерӗ. — Э, Саня, — терӗ вӑл майӗпен ҫеҫ. Алексей пистолетне аяккалла ывӑтрӗ. Итлесен — ӗненӗҫ! Вӑл ӑна чӑрмантарнӑ пек пулнӑ. — Прошени пама пултаратӑн, ун валли сирӗн пӗр тенкӗлӗх гербовӑй марка илмелле пулать. Эх, эсир те Ҫав! Вара казаксем, кӑшкӑрашса тата пуҫтарӑнса, урам тӑрӑх малалла кайрӗҫ. «Сывах-ха», терӗ ткач, чарӑнса. Анчах ан манӑр, Эдуард, ҫак револьвер — хамӑр валли кӑна пулать. Татах улма шуратма тытӑннӑччӗ вӑл, анчах каллех тухса кайрӗ те тепре килнӗ чух куҫӗсем йӗпеннӗччӗ. Наталья, асӑрханса, хӑяккӑнрах утса, чӳрече патне пычӗ те:— Ҫаплах ӗҫеҫҫӗ-ха, — терӗ. Ҫапӑҫса чакса пырӑпӑр, эпӗ картуза ҫӗре пӑрахсанах чӗлпӗрсене касӑр та — йӗнер ҫине. Кӗтӳ пахчана кӗнӗ, а эсӗ пулӑ! Ну, ыйтман-и вара эсир хӑвӑртан хӑвӑр, эсир, ишме пӗлекен ҫын — мӗншӗн ун пек тӑвать-ха вӑл чухӑн та мар, ухмах та мар… илемсӗр те мар хӗрарӑм…? Эпӗ, ҫавӑн пек япала курсан, тӳсме те пултарас ҫук. — Ҫапла пулмасӑр! Ҫырма хыҫӗнче кӑвак тӗслӗ кивӗ картасем тӑсӑлса каяҫҫӗ, вӗсем хушшинче инҫетре эпӗ хам хӗлле магазинта мальчик пулнӑ чухне пурӑннӑ хамӑр пӳрте куратӑп. — Манран пулӑшу ыйтас тетӗр пулсан, — терӗ вӑл, — ҫӗрре ҫакӑнта илсе килӗр, ӑна ҫак юман хӑвӑлне ярӑр — эпӗ вара мӗн тумаллине пӗлӗп. Эпир ӑна, ватӑ ашаксем, шанса тӑраттӑмӑр… Тыт та юрла та яр темелле ӗнтӗ, анчах та ҫук пултараймастӑп! Ну, ларт кустӑрма. Апла мар пулӗ. Виҫӗмкун управляющи тухтӑр патне янӑччӗ, анчах тухтӑрӗ килте пулман, имӗш… Серёжа урама чупса тухрӗ. — Вӑрӑсем! ҫаратаҫҫӗ! Кӑнтӑрлахи апатчен ҫапах та вӑхӑт иртни питех сисӗнместчӗ — старостӑпа калаҫкалатӑн, ҫынсем ӗҫленине пӑхса ҫӳретӗн, е ҫӗнӗ заведенисене кайса куратӑн. Анчах тӗттӗм пула пуҫласан, вара эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗм. Лаша сиксе ӳкрӗ, — маузер кӗрӗслетрӗ. — Ҫапла, вут-ҫулӑм ӑшӗнче… — Эсӗ мана курасшӑнччӗ-и, Кассий? Ача, хаҫат вуласа, нимӗн те илтмен пек пулса ларчӗ, анчах вӑхӑтран вӑхӑта вӑл хаҫат листи хыҫӗнчен амӑшне питӗнчен пӑха-пӑха илчӗ, вӑл пӑхни амӑшне килӗшрӗ те, вӑл йӑл кулса илчӗ. Вӑл алӑ пусни ҫине пӑхса илчӗ: Джемма! Хӑйсен ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан кашни тункатах вӗсемшӗн чӗрӗ ҫын пек, тӑшман пек туйӑнчӗ, ӑна курсан, вӗсен сывлӑш тӑвӑрлана-тӑвӑрлана килчӗ. Михайлов, рота командирне чӗнеҫҫӗ пулӗ тесе, хӑй вырӑнаҫса ларнӑ шӑтӑкран тухрӗ, Праскухина начальник вырӑнне хурса, вӑл аллине картус сӑмси патне илсе пычӗ те ун умне пырса тӑчӗ. Ку вӑл пирӗн каникул умӗнхи юлашки тӗлпулу пулчӗ. Анчах тӗлӗнетӗп — мӗнле вара сире никам та каласа кӑтартман? Анчах ҫак пӑнчӑра вара эпӗ чертеж искусствине вӗренес ӗҫ чарӑнса ларчӗ. Анӑраса тӑнӑ пек пӑхса илчӗ те вӑл, хисеплӗн пуҫ тайрӗ. Шыв кӑткӑ йӑвине йӑлтах путарнӑ-и е ҫук-и — халӗ ҫавна пӗлес пулать пирӗн. — Илмесӗр пулмасть ҫав, — тенӗ те Миките, чаппан ҫухине тавӑрса хуҫи ҫумне тайӑлнӑ. — Ан та калаҫ, Гаврила Антоныч. Ӗҫлесе тупнӑ укҫине хӗрхенмесӗр вӑл ҫапкаланчӑксене ӗҫтерсе ҫитеретчӗ, ҫапӑҫнӑ чух вӑйсӑртараххи майлӑ пулатчӗ те час-часах калатчӗ: — Ачасем, тӗрӗс мар! Шампа сасартӑк хӳрипе ҫапса илчӗ те, пулӑҫсем шыв хытӑ шӑмпӑртатнине илтсе юлчӗҫ… Вӗсем патӗнчен ҫӗрле вуник сехетре тухса кайнӑ чух, хӑй халсӑрлӑхӗ ҫине тарӑхса та намӑсланса, эрне е ик эрне килмесӗр ирттермелле, е пачах кайма пӑрахмалла, тесе сӑмах парать вӑл кашни кунах. Ҫара чул ҫинче пурӑнакансем мӗн пурӗ те пӑсӑк ҫанталӑка пула аманса пӗтнӗ икӗ-виҫӗ тамариск йывӑҫҫипе чул ҫыран ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ курпун хыр кӑна пулнӑ. Малтан каҫхи апат ҫийӗр, ҫӗр выртӑр, ыран ирхине, тур пулӑшнипе, хускалса каятӑр та кама хӑваласа ҫитмеллине те хӑваласа ҫитетӗр! Ich bin nicht zu Hause… Унтан, вӑрттӑн япала ҫинчен пӗлтернӗ пек, сассине пусарса малалла каларӗ: — Пурте — эсир, Николай Иванович, пур чӑнлӑх ҫыннисем — юнашар! Вӑл хӑйӗн ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан хаяр ҫиллине ниепле те тытса чараймасть. Лушкӑн пӗр шухӑшсӑр сӑнӗ-пичӗ ҫинче йывӑр шухӑшпа хуйхӑ-суйхӑ йӗрлесе хӑварнӑ пӗр пӗркеленчӗк те кураймӑн. Вӑл Индж фортне инҫетри Ирландирен ятарласа Морис Джеральда курмашкӑн килнӗ. — Чӑнах-и? Халӗ акӑ мана хирӗҫ сасӑлатӑн. Манӑн вилӗмле хуйхӑран кулатӑн! Вӑл хыр йывӑҫҫисен хушшине пырса выртрӗ, хыр йӗппи хулӑн си тӑкӑнса тулнӑ, ҫӑра курӑк ашкӑрса ӳсет, пытанса тӑмашкӑн меллӗ. Хӑшпӗр чухне пирӗн пата кукамай пырса, шӑтӑкла ҫыхса е тӗр тӗрлесе ларатчӗ, тӗлӗнмелле лайӑх юмахсем яратчӗ, кукаҫей хулана тухса кайсан, Людмила пирӗн пата пыратчӗ, эпир вара ним хуйхӑсӑр ӗҫсе ҫиеттӗмӗр. Йывӑр килнӗ самантра этем темӗн туса хума хатӗр. — Унччен Хӗрлӗ Хӗрес батальонӗ пулнӑскер, — ӑнлантарчӗ маркитантка. «Шел, эпӗ нимӗҫле пӗр сӑмах та пӗлместӗп», — шухӑшларӗ Павел. Казакӑн пӑшалне туртса илнӗ, шӑлӗсене ҫапса ҫӗмӗрнӗ, хӑйсем тарнӑ. Кирек мӗнле пулин те, ҫапла купаланса тӑнӑ чулсем пире питех те пулӑшрӗҫ. Эпӗ ҫав ҫынпа кӗске вӑхӑт паллашса пурӑнни мыскаралла пӗтсе ларчӗ. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑша полицейскисем шӑхӑртни ҫурма пуҫларӗ, анчах та вӗсем ҫынсем кӑшкӑрнине путараймарӗҫ. — Э-эх! — пуҫне сӗлтсе илсе, шеллӗн кӑшкӑрса янӑ Яков Тарасович. Сире комплиментсемсӗрех каласа парам: хӑвӑрпа ывӑлӑм хушшинчи хам асӑрханӑ туслӑх мана чунран савӑнтарать. Исидора унтан ҫавӑнтах: «Эсӗ ман ҫырӑва ӑҫта хутӑн?» — тесе ыйтрӗ. Елена каллех аран-аран кӑна йӑл кулса илчӗ те аллипе питне сӑтӑрчӗ. Ҫав вӑхӑтрах чӳречене карнӑ михӗсем ҫинчен урайне шыв сӑрхӑнать. Ҫын вара, малтан ултавлӑ курӑнакан ӳкерчӗкпе хупланнӑ чӑн-чӑн тӗнчене курас тесе, тепӗр аякки ҫине ҫаврӑнчӗ. Кунӗ ытарма ҫукчӗ вара. Геркулес, ӑна нимпе пулӑшайманнипе аптӑраса, ун еннелле аллисене тӑсрӗ. — Ҫӳлелле Рона тӑрӑх-и? Россия ҫӗршывне пырса ҫитсессӗн, Ватлӑха вӑл тупнӑ тӑван кӗтес: Ачасене вӗрентсе, ашшӗ-амӑшне килӗшсе… Эпӗ ҫакӑн ҫинчен темиҫе хутчен те ун превосходительствипе хӑйӗнпе калаҫса пӑхасшӑн пултӑм, анчах, мур илесшӗ, чӗлхем ҫаврӑнмасть: тулта сивӗ е ӑшӑ тетӗн те, урӑх нимӗн те калаймастӑн. Эсир Николай Антонычпа килӗштерейменнишӗн ман мӗн ӗҫ пур. Ман ҫийӗме тиенӗ йывӑрлӑх ытла та ҫӑмӑл пек туйӑнать-и вара, ҫавӑнпа та манӑн сирӗн ответлӑхӑра та хамӑн ҫурӑм ҫине хумалла-и? Иван Петровичӑн ашшӗпе туслӑ пулнӑ пирки, эпӗ хама хам яланах унӑн ывӑлне канашсем пама тивӗҫ ҫын вырӑнне шутласа тӑнӑ, ӑна, пӑснӑ йӗркене малтанхи пек тӑвас тесе, пӗрре кӑна мар пулӑшу пама сӗннӗ. — Миловидка ҫав, Миловидка… Кантурта ӑна Попова кӗтсе ларнӑ. Урамсенче хӑвӑрт тӗттӗмленсе пычӗ. Ромашова каллех Степан тиншӗкӗн усал сӑмахӗсем аса килчӗҫ те пичӗ ун тертлӗн-тарӑхуллӑн пӗркеленсе илчӗ. 1863 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче шыравҫӑсем иккӗшӗ те Ракапан пуҫламӑшне шӑварса тӑракан ледник патӗнче пулнӑ. Каялла ехусем патне таврӑнса вӗсен аллинче пурӑнма пултарасси ҫинчен шутласанах манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе илетчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ирӗк вырӑнта пурӑнса гуигнгнмсем тума пултарайман ырӑ ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пултараттӑм, ҫав хушӑрах хам йӑхӑн ҫитменлӗхӗсем пирки намӑс та курмастӑм. — Назанский, ӳкӗннӗ пек пулса, чӗтӗрекен аллине инҫетрен ун еннелле тӑсрӗ. Пирӗн ракетӑна мӗн чарса тӑтӑр? Выртсанах турра кӗлтӑваттӑм: часрах ҫывӑрса кайтӑрччӗ, ан тӗкӗнтӗрччӗ мана, теттӗм! Ыйтатӑп санран! Яланах тенӗ пек вӗсем авалхи кӗнекесем, иконӑсем, кадильницӑсем, темле чашӑсем сутма илсе пыратчӗҫ; хӑш чухне сутаканӗсене — йӑлӑм енчи карчӑка е старике ертсе килетчӗҫ. — Мӗн шӑрши? — ыйтрӗ пӗлес килнипе Лушка, чавси ҫинче ҫӗкленсе. Майорпа Джон Мангльс тул енче хурал тӑраҫҫӗ — паллах сыхланма кирлех, мӗншӗн тесен каторжниксем килсе тапӑнасса минутсерен кӗтме пулать. — Ҫапла. Пейкпа Прудфута тюлень тытма килнӗ шхуна ҫыран хӗррине антарса хӑварнӑ. Ҫапла турӗ те ӗнтӗ Петька. Халь складсенче тӗрлӗ пусма-тавар, слон шӑмми иксӗлмиех выртать: пусма-таварпа Алвиш Африкӑн шалти облаҫӗсенче чурасем илет, слон шӑммине континентӑн пысӑк пасарӗсенче Европӑна илсе кайма сутать. Хальхи вӑхӑтра эпӗ ҫав хам курни ҫинчен лӑпкӑн шухӑшланӑ, пӗр хӑрамасӑр калаҫнӑ вӑхӑтра, ҫав тӗнчере пулман япаласене курни темиҫе уйӑх та иртнӗ хыҫҫӑн, тӗл пулнӑ япала пирки мӗн шухӑшламалла-ши? Ҫӗр каҫиччен Озеров полкӗ чылай малалла кайрӗ. Урасене йывӑррӑн пусса хӑпарнипе пусма картлашкисем нӑчӑртатма пуҫларӗҫ. Ачасем, пӗтӗмпех сехри хӑлнипс, мӗн пулать-килет тесе, пӗтӗм халне пуҫтарса чӑланалла вӗҫтерме тӑчӗҫ, сасартӑк, хӑмасем шӑтӑр-шатӑр хуҫӑлса кайрӗҫ те, Джо индеец хуҫӑк пусма юлашкисемпе пӗрле ҫӗре персе ӳкрӗ. Унччен хулара питӗ те кичемччӗ. — Петр Ильичӑн ывӑлӗ-и? Кӗтесре улӑм чӑштӑртатрӗ. Тепӗр тесен, иленӳсем те, чӗререн кӑмӑлланисем, ачисем те пулнӑ пуль, анчах эпӗ вӗсем ҫук тесе хама хам ӗнентерсе пынӑ. Каҫӗ, чӑнах та, уҫӑмлах марччӗ, анчах пӑч тӗттӗм тесен те тӗрӗс мар — нимӗҫсем ӑна курма пултараҫҫӗ. Эпӗ пустуй ӗҫ, ача вӑййи тесе ҫеҫ шутланӑччӗ, а вӑл ав мӗнле пулса тӑчӗ! Хайӗн юлташӗнчен уйӑрӑлсан, Морис йӗнер ҫумӗнчи михӗрен Кольтӑн ултӑ зарядлӑ револьверне туртса кӑларнӑ, — ку ӗнтӗ прерин тӑшманӗсене хирӗҫ тытнӑ хӗҫпӑшалтан чи аван йышши хӗҫпӑшал пулнӑ. Унӑн макӑрасси килчӗ, анчах ӑна Рене-Жан:— Чарӑн, эсӗ пысӑк вӗт, — тесе чарчӗ. Эпӗ — хӑюлли иккен! — Ҫаврӑн. — Тем, курмарӑм эп вӗсене. — Малалла та кун пек пулма пултараймасть, — терӗ вӑл. Лушка хул пуҫҫийӗсене хускатса илчӗ, тӑрӑхласа юри лӑпкӑн калаҫма пуҫларӗ: — Ну, кӑшкӑрмасӑр ыйтатӑн пулсан, вара урӑхла май. Вырсарникун ирхине, эпӗ халичченхи пӗр шухӑшпа нимӗн чарӑнса тӑмасӑрах малалла каяс кӑмӑлпа вӑрантӑм. Нижнеозернӑй пирӗн крепӑҫрен ҫирӗм пиллӗк ҫухрӑмра ҫеҫ. Лавӑран пулса тӑнӑ стена ҫинчи пин тӗслӗ кристалсем ҫине ӳкнӗ кун ҫути йӗри-тавра хӗлхемлӗ ҫумӑр пек саланса тӑрать. — Кайрӑмӑр! Анчах мӗнле ҫыран? — Анчах асту: ҫӳлте турӑ пур, вӑл кашни усал ӗҫшӗн хытӑ айӑплать, тавӑру вӑхӑчӗ инҫе мар. Вӑл Патагони ҫыранӗсем. — Ман аннепе тата кукамайпа ҫавӑн пек пулни пулсан, мӗнлеччӗ-ши? — тесе хӑраса шухӑшласа пытӑм. Алӑ ҫине сӑнчӑр тӑхӑнтартни уншӑн усал ӗҫ пек туйӑнать пулсан, тен, вӑл часах тимӗр решеткесене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа ярӗ, е Ривареса хӑймапа ҫу ҫитерме хушӗ! Аркадий куҫӗсене усрӗ. — Пуҫу мӗнле, Маша, ыратмасть-и? — тесе ыйтнӑ Гаврила Гаврилович. Хурансем ҫумӗнче йывӑр ӗҫ ӗҫлесе тӑрсан та, хӑйӗн лашалла аппетит пулсан та, кочегар сахал ҫывӑратчӗ, — вахтӑран улшӑнать те, час-часах урӑх кӗпе-йӗм тӑхӑнмасӑрах тарланӑскер, вараланнӑскер, пароход хыҫӗнче ҫӗрӗпех пассажирсемпе калаҫса е картла выляса ирттерет. Йӗрсе ячӗ те, куҫҫулӗ шӑпӑртатса тухнипе кӑштах ҫӑмӑлланнӑ пек пулса, выльӑх картинчен тухса кайрӗ. Казаксем ҫине пӑхса савӑнчӗ вӑл, мӗн пур, ҫавсене пурне те сӑнарӗ, пур сас-чӗвӗсене те итлерӗ, пурин ҫине те тинкерсе пӑхрӗ. Эпӗ ӑна хирӗҫ ятламалли сӑмах каларӑм та, ҫавӑнтан вара вӑл мана «неудран» пысӑк отметка пӗрре те лартман. Вара эпӗ лартӑм та макӑрса ятӑм, куҫҫуле ниепле те чараймарӑм. Тинӗс ҫийӗ катрашкаланса ҫеҫ тӑрать. Анчах кунта эпӗ ҫеҫ айӑплӑ мар — пӗлетӗн-ҫке эсӗ, кӗписене эпӗ ҫие тӑхӑнсан кӑна куратӑп, хам ҫири кӗпене ҫухатма пултарайман ӗнтӗ эпӗ! Макар ӑҫта?» — ыйтатӑп унран. Иккӗш те вӗсем, Кузьмичовӗ те, Христофор атти те, халӗ ҫӑм сутма каяҫҫӗ. Эпир пурте пуян ҫынсем мар, паян — эпӗ хуҫа, ыран — каллех тарҫӑ. Ҫав ҫирӗп алӑсемех Павела ҫӗртен йӑтса тӑратрӗҫ. Ну, атте пырать, вӑл хӑй пур ҫӗрте те пулса пӑхнӑ: шултӑра ала витӗр те, вӗтти витӗр те тухнӑ. Бомба чуласа аннине курсан, Михайлов та ҫӗре ӳкрӗ, вӑл та ҫавӑн пекех куҫне хӗсрӗ, ҫавӑн пекех икӗ хутчен уҫа-уҫа пӑхрӗ вӑл вӗсене, бомба ҫурӑлма ӗлкериччен, ҫак икӗ ҫекунд хушшинче, вӑл та, Праскухин пекех, калама ҫук нумай шухӑшларӗ, темӗн те пӗр чӑтса ирттерчӗ. Ун умӗнче ним ҫинчен те калаҫма ҫук: вӑл кирек мӗне те килӗшӳсӗр, тет. Тӗрӗс, унта каяс ҫук. Ухтарма пуҫлӗ ак», — шухӑшларӗ Яков Лукич. Пӑтрашу пуҫланчӗ. Вӑхӑт каҫ енне сулӑнса сакӑр сехете ҫывхара пынӑччӗ. Капитан, эпӗ нумайранпа выҫӑ пулӗ тесе, часрах каҫхи апат илсе килсе пама хушрӗ. Вӑл тухса кайсан, чӗреме калама ҫук пысӑк хуйхӑ пусрӗ. Кӗрӗр, кӗрӗр, пӗр франк ҫеҫ тӳлемелле!» — терӗ. Тӗлӗк ҫухалчӗ. — Ку кирлех те мар, Дик… Мӗнле те пулин порта ҫитесчӗ хуть! Цанко патне кайма юрамасть пирӗн. — Урӑх мӗн сӗнме пултарнӑ пулӑттӑм вара эпӗ сире?.. Республика хӑрушлӑхра! Хӗве чиксе хурӑттӑм! …Ачамсем, ку сирӗн пиччӗр, Том, ман аппан ывӑлӗ! Финикири Белра ӗҫленӗ чухне вӑл хаклӑ чул тупнӑ, ӑна чутла-чутла лайӑх якатнӑ та Иерусалима таврӑнакан тусне, Захарияна, ҫав чула арӑмӗ патне ҫитерсе памашкӑн ыйтнӑ. Ир пуласпа, уйӑх ҫути ӗнтӗ кӑвак ҫутӑпа пӗрлешме пуҫласан, чӑтлӑхра ҫӳрекен Тарӑ салхуллӑ улани илтӗнсе кайнӑ. Мана Александра тесе чӗнеҫҫӗ. Эсӗ унӑн ҫанни ҫинчи шеврона курмарӑн-им? Мересьев сасартӑк сиксе тӑрса ун ҫине кӑшкӑрса янӑ пулсан, хӑйӗн ылтӑн саспаллисемлӗ туйипе сулса ун ҫинелле ыткӑннӑ пулсан, ачана вӑл ҫакӑн пек тӗлӗнтермен пулӗччӗ. Вӑл хыҫалти лав патне ҫитсен, Егорушка, ӑна лайӑхрах курасчӗ тесе, тимлӗреххӗн пӑхма тытӑнчӗ. Эпӗ ун пек чухне хай тӗллӗн хӑтланнине, план вырӑнне план тӑрӑх ӗҫлес вырӑнне, партизанла пуҫсӑрланнине хирӗҫ тӑратӑп. — Ачи те ҫав териех чӑркӑш-ҫке… Мӗншӗн нимӗн те каламарӑм-ши эпӗ ӑна? Ситановӗ мана курман пекех пулатчӗ. Тепӗр темиҫе минутран кӑна, сывлӑш ҫавӑрса илсен тата шыв ӗҫсен тин, вӑл йӗри-тавралла тӗлӗнсе пӑхрӗ те, пӗтӗмпех ӑнланса, ывӑнчӑклӑн кулса илчӗ, унтан Мересьева тав туса, ӑна чавсинчен хуллен кӑна пӑчӑртарӗ: — Ахальтен мар Гриша сире ҫав тери юратать пулас, уншӑн манӑн кӑштах кӗвӗҫессӗм те килет. Тепӗр икӗ эрнерен Лежёнь ку помещик патӗнчен тепӗр помещик патне — пуян та нумай вӗреннӗ ҫын патне куҫнӑ; хӑйӗн хаваслӑ та уҫӑ кӑмӑлне кура ӑна килӗшнӗ, унӑн усрав хӗрне качча илнӗ, ӗҫе кӗнӗ, дворянин ятне илнӗ, хӑйӗн хӗрне Орёл помещикне, отставкӑри драчуна тата сӑвӑ ҫыракана Ловызаньева качча панӑ та, хӑй те вара пурӑнма Орёла куҫса килнӗ. Урамсен хӑйсен ораторӗсем, хӑйсен геройӗсем, хӑйсен юратаканӗсем пулнӑ. Хижинӑсене пур енчен те вут тӗртнӗ. Пӗр-пӗр юланута хирӗҫ пулмарӑр-и е, тен, мӗнле те пулин лагерь курмарӑр-и тесе каласшӑн эпӗ. Ачасем, пӗр-пӗрне аллисенчен тытса, шыв херринпе ларакан мӑн юман хӳттинелле чупрӗҫ, кашни минутрах такӑна-такӑна хӑйсене ӑҫта килчӗ ҫавӑнта кӑвакартса, мӑкӑльсем лартса та малаллах чупрӗҫ. — Чӑн-чӑн китсем шыва ҫӳлерех те ҫинҫерех сирпӗтеҫҫӗ. Манӑн хуҫам кашни гуигнгнм вилес умӗн темиҫе кун маларах вӑйсӑрланса ҫитсе йывӑрланать е тата ӑнсӑртран аманма пултарать тесе шутлать. Кунта темӗн урӑххи пулнӑ, анчах мӗн пулнине вӗсем пӗлмен. Турӑ лаша ҫинчи юланучӗ вара хыттӑнах хумханнӑ; вӑл пӗтӗмпех хуйӑха ӳксе, шанчӑка ҫухатни сисӗннӗ. — Каҫарӑр! — Тавлашмах пит ӑста-ҫке-ха эсир, — терӗ Краут, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса: — чӑн-чӑн каялла чакма пӗлмен хохолах ӗнтӗ. — Унӑн этем тивӗҫлӗхӗн туйӑмне арена ытлах хурлантармасть пулӗ. Нэн ачана ывӑнасран та, хуралҫӑ пушши лекесрен те хӑтарса йӑтса пычӗ. Хӗвел пӑнчисем пӗрӗхекен вӑйлӑ электричество юхӑмӗнчен Ҫӗр ҫинче магнитлӑ тӑвӑлсем тухаҫҫӗ. Хушӑран хушӑ вӑл ӑна пуҫӗпе сулчӗ, ҫемҫен кулса илчӗ. Ун чухне, каҫ пулсан пайтахран, вӑл, хура фракпа шурӑ жилет тӑхӑннӑскер, Володьӑна хӑйпе пӗрле бала илсе кайма хӑна пӳлӗмне кӗчӗ, лешӗ ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пӳлӗмӗнче тумланатчӗ. Эпӗ вара: эпир вӑрҫса илтӗмӗр те килӗшрӗмӗр, урӑх кун пекки пулмасть, — тесе шухӑшларӑм. — Мӗнпурӗ ирех ҫӗнӗрен ӗҫсе лартнӑ та ахӑраҫҫӗ… Мӗнпур сӑлтав ҫыракансемпе сӑвӑҫсенче. — Килӗр, килӗрех, — терӗ ун хыҫҫӑн Коимбра та. Мӗн шухӑшларӑн, ҫавна ту. Капла каланине Грушницкий тӳсеймерӗ: пур ача-пӑча пекех вӑл хӑйне пысӑка хурасшӑн; пичӗ ҫинчи юрату инкекӗсемпе юлнӑ йӗрсене пурнӑҫ ҫулӗсем хӑварнӑ йӗрсем тесе шутлать. Хӗр тӗксӗмленчӗ те ӑна хӑй патӗнчен аллипе хыттӑн сирсе ячӗ. Анчах манӑн куҫӑма нимӗнле паллӑ та тӗл пулаймарӗ, вара эпӗ часах ҫак галерея мана хамӑр ҫул уйӑрӑлса кайнӑ ҫӗре илсе пырас ҫуккине ӑнланса илтӗм. Шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫав тери хӑвӑрт улшӑнса пыраҫҫӗ, Петр вӗсене тытса чарма тата вӗсенчен сӑмахсем тума та ӗлкӗреймест. Халӗ, ҫак ҫӗрлехи сехетре те, вӑл чарӑнма пӗлмен йывӑр кӗрешӳре пурӑннӑ. Эпӗ сире пӗрре курнӑранпах юратса пӑрахрӑм, анчах эсир маншӑн кам пулса тӑнине ун чухне ӑнланаймарӑм! Халь ӗнтӗ ӑна хӑйӗн тухатнӑ ункинче тӑвӑр пек туйӑнать. Ман итлес пулать, ахалӗн вӑл мана лайӑх мар тума пултарать. Тӗлӗнсе пӑхрӗ вӑл ман ҫине, ятлаҫса темӗн мӑкӑртатрӗ, унтан чемоданне пӑлхатма пуҫларӗ; акӑ вӑл пӗр тетрадьне туртса кӑларчӗ те тарӑхнипе ӑна ҫӗклесе ывӑтса ячӗ; унтан тепӗрне те, виҫҫӗмӗшне те, вуннӑмӗшне те ҫавӑн пекех ҫӗрелле вӑркӑнтарчӗ; унӑн кӳреннинче те мӗнле ача йӑлӑнтарӑшӗ те пур, мана вӑл кулӑшла та шел пек курӑнчӗ. Седов, яланах таса тумланса ҫӳрекен, ҫамрӑк мар ҫын; сӑпайлӑ, хаваслӑ слесарь Крикунов; кӑмӑла каякан Абрамов, юрӑҫӑ, вашават, пур ӗҫе те тума пултаракан ҫын. Овсянников ассӑн сывласа илчӗ. Курма пынӑ ҫынсем Ривэра арена ҫине тухнине аран кӑна сӑнаса юлнӑ. — Ҫав сан эреххӳне пула, эпӗ мӗнпур ӗҫсене манса кайнӑ, — тавӑрчӗ Воропаев. Кӑна ахальтен каламан — ҫӗр ҫинче пурте вырӑнлӑ! Ҫав шывӑн хӗвел патне пӑсланса хӑпаракан е ҫумӑр пулса тинӗсе тӑкӑнакан кашни тумламӗнче, тен, пӗр-пӗр синкерӗн вӑрттӑнлӑхӗ пур. Эсир пӗлетӗр вӗт, Морис Джеральд манӑн пурнӑҫа икӗ хутчен ҫӑлса хӑварчӗ. Эппин тӗттӗм мӗне пӗлтерет-ха? Грушницкий темлерех чӑннине персе янӑ пулсан, вӑл хӑйшӗн чылаях кичем япаласем илтме пултарнӑ пулӗччӗ; анчах кӗвӗҫнипе вӑл кун ҫинчен шутламан та. Эпӗ каҫарма ыйтатӑп… — тенӗ. Хӑш чухне ӑна ҫав сарлака хулпуҫҫиллӗ, хура сухаллӑ арҫынпа унӑн типтерлӗ, ҫирӗп ывӑлӗ иккӗшӗ те суккӑрланнӑ пек туйӑнать. Ӑнсӑртран тепӗр чухне аллине лексессӗн вара, атте ӑна сехечӗ-сехечӗпе алӑран ямасӑр ларатчӗ. Перевязочнӑйӗнче е операци тӑвакан пӳлӗмре сехечӗ-сехечӗпе ларать вӑл, ӑна хӑй ӗҫӗ килӗшет, урӑххипе нимӗнпе те интересленес килмест унӑн. Ахаль чухне игумен хулана вун пилӗк минут хушшинче ҫитетчӗ, хальхинче вӑл тӑватӑ минут хушшинчех сиктерсе ҫитрӗ. Ку ремеслона вӑл хӑй ҫуралнӑ ҫӗртен, Атӑл тӑрӑхӗнчен илсе килнӗ. Палатӑна пӗррехинче Василий Васильевич пырса кӗчӗ. Вӑл калать. Вӑл яланах пӗр-пӗччен ҫын пек туйӑнатчӗ. Анчах та ӑна нумай ҫын пӗлнӗ, юратнӑ иккен. Мануйлиха хатти патне тӳп-тӳррӗн илсе каякан тӑвӑр сукмак тӗлне ҫитсен, эпӗ Таранчик ҫинчен антӑм та, — йӗнер кӗҫҫи хӗррине те ӳтпеле чӗн сӗрӗшнӗ вырӑнсенче унӑн темӗн чухлӗ шур кӑпӑк купалана-купалана ларнӑччӗ, — ӑна чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтрӑм. Чипер Джеммӑна эпир пурте юрататпӑр! Павел Петрович куҫхаршисене хаяррӑн тӗксӗмлетсе хучӗ, Николай Петрович именчӗ. Тӗттӗм, йӗпе — ывӑннӑ эсир! Эпӗ тахӑшӗн ури ҫине такӑнтӑм. Ҫывӑракан ҫын тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртрӗ те йӑнӑшса илчӗ, анчах вӑранмарӗ. Вӗсене шапапа е вутпа улталаса тытма пулать. Ним тумалли те ҫук-шим? — терӗ плантатор. Вӗсем калама ҫук нумай! — Ӑс-тӑн! — терӗ Павел ҫирӗппӗн. «Пусми мӗнле! — пӑшӑлтатрӗ тимӗрҫӗ хӑй тӗллӗн. Эсир, сирӗн преосвященство, мана ытла та ы-ырӑ мар ҫын тесе шутлатӑр, анчах ман кун-ҫулӑма эсир мар, кам та пулин урӑххи татса патӑр тесе шутлатӑр, ҫапла вара эсир хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра пӗртте кулянтарасшӑн мар. Вӗсем кайрӗҫ, эпӗ хам ҫулпа малалла хытӑрах асӑрханса утрӑм та юлашкинчен чиперех хамӑн хваттере ҫитрӗм. Эпӗ ҫав толстовецӑн хушаматне пӗлтӗм, вӑл — Клопский пулнӑ, вӑл ӑҫта пурӑннине те пӗлтӗм те, тепӗр кунне каҫхине ун патне пытӑм. Бек-Агамалов ӑна шыв ӗҫтеретчӗ, анчах шӑлӗсем Ромашовӑн шӑнӑр туртнӑ чухнехилле чӗтӗретчӗҫ, вӑл вара кӗленчене нехекрен катса илесрен питӗ хӑрарӗ. Ку сӑмахсем Артамонова хытах пырса тиврӗҫ: — Ытла чӑрсӑррӑн калаҫатӑн эсӗ манпа: пӗчӗк ача-им эпӗ? Кендаль, Марсден, Дильон, Дюмон-Дюрвиль, Лаплас тата ытти нумай чаплӑ ҫӳлҫӳревҫӗсем ҫавӑн пекех кӑтартса параҫҫӗ, вӗсене ӗненес мар теме эсир нимӗнле сӑлтав та тупма пултараймастӑр. Ольховка ҫыннисем вырӑнтан тапранмасӑр, пӗр чӗнмесӗр итлесе тӑчӗҫ. Ҫиҫӗмӗ, ҫиҫӗмӗ мӗнлерех! Хӑй ҫапах кимӗ хӗррине урипе пусса вылянтарса пӑхрӗ те: «Урӑххине, шанчӑклӑраххине, тупма тӑрӑшӑп», — терӗ. Профессор ман ҫине ҫӳлтен куҫлӑхӗ урлӑ пӑхрӗ; вӑл манӑн пит-куҫ темӗнле улшӑннине асӑрхарӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫавӑнтах мана алӑран ярса тытрӗ те, калаҫма вӑйӗ ҫитейменнипе темӗн ыйтнӑ пек пӑхса тӑчӗ. Ҫӑлӑнӑҫ ҫине нимӗнле шанӑҫ та ҫук темелле, сасартӑк майорӑн канлӗ сасси илтӗнсе кайрӗ:— Йывӑҫ! — терӗ вӑл. — Ҫук, эпӗ татӑклӑ шут турӑм! — терӗ Павел. — Ҫапла ҫав, мисс Мэри, — терӗ хирӗҫ Джон. Бурка уртса яма ӗлкӗртӗм ҫеҫ, юр вӗркӗшсе ҫума та пуҫларӗ. Господа, паллаштарма ирӗк парсамӑр: ку мсье Вольдемар, пирӗн кӳршӗн ывӑлӗ. Кӗҫӗрхи пӑшӑрхану юлашкинчен, унӑн ӑшӗнчи этем халне йӑлтах кӑларса илчӗ. — Эсир зоологи тӗлӗшӗнчен питӗ пысӑк преступлени тунӑ пулӑттӑр. — Ҫук, вӑл сарайне вӗҫсе кӗчӗ те, эпӗ ӑна ҫӗлӗкпе хупласа тытса пӑвса вӗлертӗм. Ротӑна тем пысӑкӑш лачакана ертсе кӗнӗ те ротнӑйне выртма командӑлама хушать. Отряд мӗн чул хистенсе пырсан та, пӗр сехетре ҫур мильрен ытла кайма пултараймасть. Бурмин ҫирӗм ултӑ ҫулсенче пулнӑ. «Мӗн калаҫать-ха вӑл, ухмах: сысна какайӗ мар, тет!» терӗ кум, куҫ-пуҫне чаркаласа пӑрахса. Елена йӑнӑшмарӗ: Шубин ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхать, Инсаров вара тӑршшӗпех чӗмсӗр те кичемленсе ларчӗ. — Тӑрӑшӑп, ачам! — ответлерӗ Халл капитан. Эпӗ ҫаплах ура ҫинче кӗтсе тӑтӑм. Вӑл унччен малтан нихҫан та юрламан, ҫавӑнпа та Алексей унӑн ҫакӑн пек ырӑ, бархат пек сасӑ пуласси ҫинчен шухӑшламан та. — Ҫук-ук! — тумтир айӗнче хутланкаласа илнӗ Дятлов. Ответ пама чӗнсе пынӑ адвокат чунтан тарӑхнӑ, лейтенантран вӑл хӑйӗн килӗнче ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫ пулнӑшӑн каҫару ыйтнӑ. — «Вӑл мана ҫӑпата туянма парать». Петров каллех пырӗ патне темле вӗри те хытӑ япала капланса хӑпарнине туйрӗ, ӑнтӑхса каяс патнех ҫитрӗ. Тепӗр минутранах пӑтӑр-пӑтӑр сайра ҫумӑр ӳккелеме пуҫларӗ. Этем вӑл — пӗтӗм ҫутҫанталӑк, апла пулсан — сывӑ пултӑр вӑл, хӑйӗн ӑшӗнче пӗтӗм тӗнчене ҫӗклесе ҫӳрекен! Арҫын ачи кӑкшӑма ярса тытрӗ те антӑхса кайсах ӗҫме пуҫларӗ. Мересьев аллипе сулчӗ те, аяккалла пӑрӑнса кайрӗ. Анчах урӑх кӗтсе тӑма юрамасть. Амӑшӗ авланма канаш парсан, вӑл ним чӗнмесӗрех ирттерсе пычӗ. Комиссарӑн арӑмӗ те ун ҫинелле пӑхкаланӑ тесе калакансем пулнӑ, анчах ку ӗнтӗ элек ҫеҫ пулмалла, вӑл элек фортри паллӑ элекҫӗрен — тухтӑр арӑмӗнчен тухнӑ. Ҫук, батюшка Петр Андреич. Эпӗ мар, пуриншӗн те мусье эсрелӗ айӑплӑ: ҫав сана тимӗр патаксемпе (вертелосемпе) тӗккелешме те урасемпе тапӑлтатса илме вӗрентрӗ; тӗккелешнипе те тапӑртатнипе усал этемрен хӑтӑлатӑн имӗш! Вӑл чуна пырса тивекен сӑмахсемпе шантарса калаҫрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ майӗпенех унпа килӗшекен пултӑм, унпа кӑшт та пулин ӑс-тӑн пур чӗрчунпа калаҫнӑ чухнехи пек калаҫма пуҫларӑм. Йӑлтах тарласа ҫитнӗ Шериф-ага, сывлӑшне аран ҫавӑрса, ун патне пычӗ. Ура та питӗ начарланчӗ — сылтӑмми пушшех сурать, ӑна эпӗ хӑҫан тӑм илтернине те астӑваймастӑп. — Мӗскӗн йытӑ шывсӑр касӑхнӑ иккен, — терӗ Дик Сэнд. — Эпӗ сире кӳрентересшӗн марччӗ, хаклӑ тусӑм, — терӗ ученый, кулкаласа, — анчах пӗр уйӑх хушшинче эпир сӗтел ҫинче мар, ҫӗр ҫинче, авантарах вӑхӑт килсен, йывӑҫ вулли ҫине утланса ларса та апатланнӑ. — Паллах. Ку мӗншӗн апла пулса тӑнине геологи законӗсемпе ӑнлантарса пама пулать. Манӑн чӗлхе-ҫӑварӑмран ӳпкевлӗ ҫак пӗр сӑмах ҫеҫ тухса кайрӗ, мӗншӗн тесен телейсӗр пичче мана ҫухатнипе мӗнле пӑшӑрханнине эпӗ лайӑх ӑнланатӑп. Пурнӑҫ мана чиркӗве хирӗҫ кӗрешме ҫеҫ кирлӗ. — Акӑ, сунара каяс тетпӗр, — терӗ Оленин. Гитлер аллинчи пуканесем ҫеҫ вӗсем, словаксем». Вара тытӑнса кайрӗ калаҫма! Эпӗ унтан чут ҫеҫ каҫару ыйтма пуҫлаттӑм. Павел куҫӗсене уҫрӗ. Рестораци алӑкӗ ҫине ҫав асӑннӑ тӗлӗнмелле фокусник, акробат, химик тата оптик паян каҫхине, 8 сехетре, пархатарлисен пухӑвӗн (урӑхла — рестораци) залӗнче чаплӑ представлени пани ҫинчен хисеплӗ публикӑна пӗлтерекен вӑрӑм афишка кӑларса ҫапнӑ; билетсем икӗ тенкӗ ҫурӑшар. Юрра юрласа пӗтерсен пассажирсем шӑпланчӗҫ, чӳречерен столица ҫывӑхӗнчи юлашки заводсемпе посёлоксем курӑнма пуҫличчен никам та пӗр сӑмах та каламарӗ. — Вылясса та аван вылятӑр эсир, юрлама та ӑста, куҫӑрсем таса та ҫутӑ. Алексей тарӑнӑн сывласа илчӗ, фотографие гимнастёрка кӗсйине пуҫтарса чикрӗ, хӑйне пружина ҫӗкленӗ пек вӑштах сиксе тӑчӗ те, ҫӗрте выртакан хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, хӑйсен ҫӗрпӳртне чупса кӗчӗ. — Эпӗ сана, Катюша, алӑка хытӑ хупса ан ҫӳре тесе пин хут та каланӑ, — терӗ вӑл. Эсӗ вӑйсӑррисен, ҫурма ӑслисен, хаврӑпа анкӑ-минкӗленнисен хушшинче ҫеҫ вӑйлӑ. Елена аллисене илчӗ, Инсаров ҫине пӑхрӗ те ун кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ. Старшина ӑна тепӗр хут тыттарма тӑнӑ; Ҫыранра уҫӑлса ҫӳрени никама та сиен тумасть. Шлюпкӑсене антарнӑ. Камӑн кӑмӑл пур, ҫыран хӗррине кайтӑр. Хӑвӑрпа пӗрле чичкӑсене илме пултаратӑр. Хӑвӑр хыҫӑрта кам та пулин пытанса тӑрса каламарӗ-и ҫакна?..» Шӑпах ҫав самантра ҫунса тӑракан хавхаланчӑк питлӗ, тунсӑх куҫлӑ амӑшӗ клавише хӑвӑрт-хӑвӑрт пусать те пӗр вӗҫӗмсӗр янӑраса тӑракан ҫинҫе сасӑ кӑларать. — Тытса килӗр кунта! Юлашки поездӑн паровозӗсем сывпуллашнӑ пек кӑшкӑртса тухса кайрӗҫ. Станци тулашне ҫулӑн айккине те хулана хӑварнӑ батальонӑн цепӗсем выртса юлчӗҫ. Сасартӑк ман пата пӑлханса кайнӑ анне пычӗ те, приемник ҫине кӑтартса: «Итле-ха, ывӑлӑм, сан ҫинчен вӗт ку», терӗ. Апла мар, савнӑ тусӑмсем, этемлӗх ҫутҫанталӑкне улӑштарас тесен, вӑхӑт кирлӗ пулать. Вӑл малтанах хӑй пирки тӗрӗссине, хӑй халӗ ӗлӗкхи пек цыган манерлӗрех вӑйлӑ каччӑ марри ҫинчен, Аркаш пичче евӗрлӗ урасӑр инвалид пулни ҫинчен ҫырса яма вӑй ҫитереймен вӗт-ха. Часах мана ҫак этем хӑй пурӑнакан килти хӗрсенчен пӗрине юратни ҫинчен каланине, ҫав кунах теприне те ҫавӑн ҫинченех каланине пӗлтерчӗҫ. Ыттисене ҫӑрапах питӗрсе илнӗ, вӗсенче штофлӑ авалхи сӗтел-пукан, тӗлӗнтермӗшле бронза тата XVIII ӗмӗрти портретсем ним хускалмасӑр чаплӑн кӑвакарса пӑнтӑхаҫҫӗ. Санин та лаша ҫине ларчӗ. Шӑпамран урӑх нимӗн те ыйтма кирлӗ мар пек туйӑнатчӗ мана — «юлашки хут лайӑх ассӑн сывлас та вилес» тенӗ пек. Ямшӑк йӗри-тавра утса ҫаврӑнать. Нимӗн тума аптӑранипе, вӑл ут таврашӗсене тӗрӗслекелет. Килӗр, сывлӑх сунӑр ӑна. Анчах ачасем пуҫӗсене чикрӗҫ, пӳрнисене ҫӑвара хыпса, амӑш хыҫне пытанчӗҫ. Ӗнер пултӑм эпӗ унта. Пултӑм та, калам сана, савӑнмарӑм унта. Пирӗн, совет саманинче, интеллигенци хӑйӗн членӗсене пуринчен ытла рабочисемпе хресченсем хушшинчен илет. Вӗсем ҫине таянса утрӗ пулин те, сехетсерен, малалла кайнӑҫемӗн, ӑна утма йывӑрлансах пычӗ. Амӑшӗ хывӑнчӗ те турра кӗлтумасӑрах вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ. Темиҫе салтакӗ ӑна хуса иртрӗҫ, сылтӑм енпе сулахай енчен те чупса пыракан салтаксемех курӑнчӗҫ. Назанский халь Ромашов умнех пырса тӑнӑ, ӑна питӗнченех тӳп-тӳррӗн тӗлленӗ, анчах, ун куҫӗсем мӗнлерех ӗмӗтпе хӗмленнинчен те тутисем тавра аташса ҫӳрекен сапаланчӑк кулӑранах паллӑччӗ, вӑл хӑйпе калаҫакана курмасть. Анчах икӗ-виҫӗ эрнерен Артамонов шӑпланчӗ, шухӑша кайрӗ. Унтан тул енчи алӑка хупса, кӗмелли пӳлӗме сывлӑш тултарчӗ, ун хыҫҫӑн кӑна шалти алӑкне уҫрӗ. Тата такам ахӑлтатни илтӗнчӗ, Егорушка вара хӗрелсе кайрӗ, Дымов пирки ним иккӗленмесӗрех вӑл чӑнах та усал ҫын тесе шухӑшлама тытӑнчӗ. Старик сӑрт ҫине леш енчен улӑхнӑ, ҫавӑнпа та ҫак хут ҫине ҫырнӑ пӗлтерӗве малтанах асӑрхайман. Эп ӑна питӗ хӗрхентӗм. Ун тавра тӗттӗмре йӗке хӳресем чупса ҫӳрерӗҫ. Анчах Артур ыйхине нимӗн те: йӗкехӳресем вӗҫӗмсӗр чӗриклетни те, карап сулкаланса тӑни те, кӑмӑла пӑтратакан ҫу шӑрши те, малашне пулас тинӗс чирӗ те — нимӗн те сирсе яма пултараймарӗ. — Сӑмах та ҫук! — тесе килӗшрӗ унпа Джон Мангльс. — Ҫапах та питех шел, эпир ӑна тинӗс ҫийӗнче тупаймарӑмӑр. — Разметнов пирус тӗпне ҫилленсе ывӑтрӗ те сак ҫинчен сиксе тӑчӗ. Даус лейтенант ҫирӗм пиллӗкмӗш пулнӑ. Юлашкинчен пурте Таньӑпа салтака сӑнама пулчӗҫ, хӗре унран сыхланма хушас терӗҫ… Нимӗнле тӑрӑшу та. Флимнаппа Болголам эпӗ посольствӑпа хутшӑннн ҫинчен маншӑн пит усӑллӑ мар туса каласа панӑ. Ачасене кӗтсе тӑракан савӑнӑҫлӑ кун-ҫулсене аса илсе, вӑл хуйӑха ӳкрӗ… Анчах ҫакӑнта ӑна калама ҫук ырӑ шухӑш хаваслӑн ҫавӑрса илчӗ. Кунти пек каласан, «кил-ҫурчӗшӗн юрӑхсӑр» вӗсем ӑна. Ун хыҫҫӑн… анчах кунта пулса иртнӗ ӗҫ татах тӗтрепе хупланать те, малалла мӗн пулни пӗрре те паллӑ мар. Инженерӑн ак кун пек… ак ҫапларах… ак ҫакӑн пек… пулмалла. Чӗркӗмӗл пек темелле! Ҫавӑнпа ӗнтӗ, ытла хавхаланса кайнипе, туспа сыпма та ӗлкӗреймерӗмӗр. Эпӗ вилетӗп. Кайнӑ-ши вара вӗсем ҫав ҫӗр ҫине? Турра кӗлту… Темле уксах-чӑлахсемпе нишлисене ман ҫине ҫакса ятӑн та, вӗсемпе ӗҫ пуласса кӗтсе ларатӑн-и? Эпӗ калама та вӑтанатӑп». — Кун йышши кӑткӑ йӑвисем Африкӑра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ. Пӳлӗмӗн сарӑ стенисем сулланаҫҫӗ, парӑс пек авӑнать мачча, урайӗ чӳхенет, койкӑсен ӗретне пӗрре пӗр ҫӗрелле пуҫтарса тӑратнӑ пек, тепре уйӑрса лартнӑ пек туйӑнать, пӗр япали те шанӑҫлӑ мар, кичемле, чӳречен тул енче йывӑҫ турачӗсем розӑсем пек кӑнтарӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене такам силлет. Чӗтрекен аллисемпе телеграммӑна илсе вуларӗ. Чукмарпа, темле тимӗрпе ислетнӗ… Ирхине аттене киле ҫӗклесе пырсан, вӑл тӑна кӗменччӗ-ха, хӑй, чугун пек, хуп-хура. Ҫӗрӗпех тӑна кӗмесӗр пӑр ҫинче выртрӗ. Пит хӗстерсе ҫитерсен, нимӗҫсен аяк пӗрчисене хыҫмалли пулать-ҫке. Вӗсем иккӗшӗ йышӑннӑ пӗчӗк пӳлӗмӗн чӳречисем парк патнелле пӑхнӑ. Паркри тӳрӗ те вӑрӑм хырсем, илемлӗ пилешсем ҫурт ҫумӗнченех пуҫланнӑ, пилеш тураттисем ҫинче йывӑр ҫырла сапакисем ҫакӑнса тӑнӑ. «Мур илесшӗ, ун пичӗ халь мӗнле ҫутӑлса тӑрать», тенӗ атте хӑй ӑшӗнче, унтан ҫак ҫутӑ ҫухаласран хӑранӑ пек васкаса ӳкерме пуҫланӑ. — Виҫӗ святитель чиркинче, Пукрав, Микул чиркинче… Хӗллехи Юрӑҫӑ ыратнине йынӑшса ячӗ те тӑнне ҫухатрӗ. Хӗрарӑмсене темле ҫӗнӗлле вӗрентесси ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Эпӗ пыйтӑ мар-и-ха тетӗп. Пурӑнма калатӑн пулсан, эпӗ сывах юлма тӑрӑшатӑп… Эпӗ айӑплӑ мар… — Анчах эсир килсен эпӗ сирӗн пата ҫылӑхсене каҫарттарма пыма пултаратӑп вӗт? Унӑн ҫӑварӗ те ача ҫӑварӗ пекех пулнӑ. Каярах Тарас ним сасӑ-чӗвӗсӗр ҫухалнӑ. Пирвайхи ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Николай унпа — амӑшӗпе, ахаль хӗрарӑмпа калаҫнӑ пек, ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн калаҫма пултараймасть. Каи-Куму питех те маттур, ҫав вӑхӑтрах тата хаяр ҫын пулнӑ. Манӑн хамӑр лашасем тӑракан аслӑк айне ҫитсе курас килчӗ, унта ут ҫимӗҫӗ пурри-ҫуккине пӗлесшӗп пултӑм, тата сыхланарах тӑни нихӑҫан та ытлашши пулмасть: лашам манӑн лайӑхчӗ, ун ҫине кабардинецсем час-часах ӑмсанса пӑхатчӗҫ те: яеши тхе, чек якши текелесе йӑнкӑлтататчӗҫ. Эмексиз-Пехливан усал ҫын, ун пек усаллине тӗнче те урӑх курман, хӑйӗн ирсӗр «паттӑрлӑхӗпе» таврари халӑха кунӗн-ҫӗрен хӑратса ҫӳрет. «Ҫук, тетӗп, ҫӳреместӗп, ҫӑварна пӑкӑ пересшӗ! Хӑвӑн Олюткуна эсӗ ҫумри хӗрес вырӑнне хӗрес кантри ҫине ҫакса ҫӳре! » Вӑл ман пата пыманни нумай пулать ӗнтӗ. — Эллио утара гео, — пӑшӑлтатса тенӗ пек кӗвӗ евӗр черчен, ҫӑмӑл саспа чӗнчӗ те вӑл — пуҫне ҫав тери аяла тайнӑран унӑн ӗнси курӑнать. Юлашки вӑхӑтра сӗтел хушшинче пӗрремӗш вырӑна яланах Мими йышӑнать, эпир ӑна пӗри те хисеплеместпӗр, ҫавӑнпа апат хӑй илемне пайтах ҫухатрӗ. — Пӗлместӗп. Эпӗ тӗлӗкре эсӗ таврӑннине час-часах курӑттӑм, унтан вара, вӑрансан, — йӗри-тавра тӗттӗм те пушӑ пулатчӗ. Гек, ку мӗнле пӑрахут-ши, мӗншӗн вӑл пристань патӗнче чарӑнса тӑмарӗ-ши тесе, пӑртак тӗлӗннӗ. Анчах кайран вӑл ун ҫинчен вуҫех манса кайнӑ, хӑйӗн мӗнпур шухӑшӗсене те умра тӑракан задача тавра пуҫтарнӑ. Ун патне, тӳррипе каласан, Петербургран чи паллӑ ҫынсем килетчӗҫ. Алӑкӗ яриех уҫӑ пулнӑ. Хут ҫине пӗр-икӗ сӑмах ҫырчӗ. Пристань ҫинче ҫынсем калаҫнине илтетӗп эпӗ. Хулара тыла сыхламалӑх пӗчӗк хуралпа комендатура ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Ҫунать! — Апла пулсан, тӗппипе тӳрех ӗҫсе ярӑр, савӑта тасатас пулать. Ытлашши чарусӑрланса хӑтланнӑшӑн Андрей Разметнов ӑна пӗр хутчен кӑна мар арестлесе ҫӗр каҫма ял Совет сарайне кая-кая хупнӑ. — Эсӗ ирӗклӗхе юрататӑн-и-мӗн? — Эпӗ-и? — Мӗншӗн-ха апла эпир нимӗн те курмарӑмӑр? — тетӗп эпӗ. Вӑл кушак аҫи патне пырса тӑнӑ, ӑна мӑкӑрӑлса тухнӑ ҫурӑмӗнчен пӳрнипе шаклаттарса, каланӑ: — Федор Тимофеич, ку мӗне пӗлтерет? Ҫынсем аптрасах ӳкрӗҫ. Турӑсем юратнӑ пулмалла ӑна, ҫавӑнпа вӑл ҫамрӑкла вилнӗ. Эпӗ эсир хушнине итлеменнипе мӗнле те пулин инкек сиксе тухнӑ пулсан, уншӑн вара кам айӑплӑ пулатчӗ-ха? Ҫакӑн пек пысӑк хуран аслатиллӗ, вут-хӗмлӗ вӗресе кӗрленӗ чухне вӑл мӗнле хӑрушӑ пулни паллах ӗнтӗ. — Ну, пичче хӗрӗ ылтӑна сыхласа усрама мана парсан, эпӗ ӑна хамӑн кравать ҫинчи улӑм тӳшек ӑшне чикрӗм; пӗр-ик куншӑнах укҫана банка кайса хывас килмерӗ; хамӑр кунта чухне кравать шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшларӑм, мӗншӗн тесен эпир негрсене пӗлместпӗр — вӗсем пирӗн Англири тарҫӑсем пекех шанчӑклӑ ҫынсем пуль тесе шутларӑм. Унталла каякан ҫул Вирлиштницӑ текен ансӑр ту хушшипе иртет, унтах ҫав ятлӑ шыв та юхса выртать, Клисурӑран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вӑл Стара ҫырмине юхса кӗрет. Тавлашу харкашӑва куҫма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра Дмитрий тӑруках шарлами пулчӗ те ман патӑмран урӑх пӳлӗме тухса кайрӗ. Вӗсем пӗр пысӑк хуран тавра апат ҫиме ларнӑ. Койкӑсем турӗҫ, хулари парка кайса, матрацсем ӑшне вӗрене ҫулҫи тултарса килчӗҫ, тӑваттӑмӗш кунне вара Петровский сӑнне тата пысӑк картӑ ҫакса илемлетнӗ пӳлӗм йӑлтӑртатса, ҫутӑлса кайӗҫ. Хӑй айӑплӑ мар пулсан, вӑл ҫавна кӑтартса ӗнентерме пултарать. Малаллахи событисем ҫинчен каллех Джим Гокинс каласа кӑтартать. — Манӑн ӑна вӗлерес килсе кайрӗ. Тусен тӑрринче юр ҫиҫет. Пирӗн тусан санӑн куҫусене ҫиет, пирӗн пылчӑк сана варалать, эсӗ пире ӳссе ҫитмен-ха, эсӗ ирӗксӗрех хушӑн савӑнатӑн, сана хӑвна ху ятлани кӑмӑла каять, пире вара ку кичем — пире урӑххисене пар! Хура ҫар пек пире хирӗҫ вӑрман капланса килет. Ҫунатлӑ чӑрӑшсем мӑн кайӑксем пек туйӑнаҫҫӗ, хурӑнӗсем — хӗрсем пек. Ман паталла пухӑнӑр, ман паталла пухӑнӑр! Кабинӑн витӗр курӑнакан колпакӗ уҫӑлчӗ те, чи малтан унтан ылтӑн монограммӑсем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ хура пысӑк туя вӑркӑнса тухса курӑк ҫине ӳкрӗ. Эпӗ сире совет влаҫне урапа таптама памастӑп. — Лаша йӗрӗ тӑрӑх каяс пулать, тата ӑна та вӗҫтерсе лартӗ, — тенӗ. — Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ вӑл. — Мӗн, сан ӗнсӳ ҫине улӑхса ларас-им манӑн? Пӗтӗмпе каласассӑн, ҫынсем пурте ӳпкелешме юратаҫҫӗ, анчах вӑл ҫавна, юрӑ юрланӑ пекех, ӑраснах пит килленсе туса хӑтланатчӗ. Полк пухӑвӗсенче ялан пулнӑ пекех, йӗкӗтсем дамӑсенчен тӑватӑ хут сахалрахчӗ, апла тесен, каҫ пуҫламӑшӗ кичем пуласси каламасӑрах паллӑ. Тыткӑнрисене Каи-Куму тӑракан тӗмеске патне илсе пычӗҫ. Рита вара, утиялне шӑлӗпе ҫыртса, ӑна ҫӗрелле сӗтӗрсе антарчӗ. — Астӑваймастӑп, — мӑкӑртатрӑм эпӗ. — Эпӗ хамӑн тӑвансене чухӑнлӑхпа йӗркесӗр пурӑнӑҫӑн аллинчен кӑларса илесшӗн. Лозневой вараланчӑк урисене аран хутлаткаласа картлашка ҫинче выртать. Ҫакӑнпа пӗтрӗ те пирӗн телефонпа калаҫни. Пирӗн театрӑн пӗрремӗш сезонӗ «Вӑхӑт ҫитрӗ» ятлӑ трагеди кӑтартса панипе уҫӑлчӗ, унта мӗн ҫинчен каланине ӗнтӗ эпӗ астусах каймастӑп. Лешӗ алӑк патӗнчен калани илтӗнчӗ: — Нимшӗн тав тумалли те ҫук. Суту-илӳ пайӗнчи тӗп урамӑн икӗ енӗпе «томбе» — пӗр хутлӑ тӑм ҫапса тунӑ лапчӑк тӑрӑллӑ ҫуртсем, вӗсен выльӑх кӗртмелли тӑваткал картишсем пур. «Ваше превосходительство, асаплантарса вӗлерме ан хушӑр, асаплантарса вӗлерес тетӗр пулсан та хӑвӑр аллӑрпа вӗлерӗр», тесе каласшӑн пултӑм эпӗ. — Кӳренмелле! — мӑкӑртатса илчӗ маркиз. Секунда иртрӗ, пӗр сехет иртнӗнех туйӑнчӗ — бомба ҫурӑлмарӗ. Базаров тӑчӗ те, чӳрече патне пычӗ. Хайхискер вара, пуҫ ҫаврӑнни пулса тухрӗ… Ҫывӑрмӑш алӑкне те ҫаплах тайрӗ. Вӑл нимӗн те калаҫмарӗ, хӑнасене вырӑнӗсене лартса тухрӗ, кая юлнисене ӑҫта май килнӗ, унта хӗсӗнтерчӗ, тухма ҫул тума халӑха икӗ еннелле сирчӗ, пӗтӗм ӗҫе вӑл пуҫне сулса е паллӑсем парса ҫеҫ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр турӗ. Ак ҫакӑ, мӗн вара ҫак? — Тухса тарнӑ тӑшманӑн тӑванӗ мар пулӗ эсир? Манса пӗтмерӗн-и? — Эпӗ-и мӗн тата! — кула-кула калать кухарка. Атаманчуков хӑвӑрт аялалла пӑхрӗ, пӳрнисемпе карланкинчи сарӑ шӑрт тапса тухнӑ мӑкӑльне тыткаласа илчӗ, тепӗр темиҫе минутран Давыдов ҫине пӑхса ун куҫӗсемпе тӗл пулсан вара — вӑл юриех ӑшшӑн пӑхса илчӗ, питӗнчи кашни пӗркеленчӗкӗпе вӑл хӑй нимле усал япала ҫинчен те шутламан пек курӑнма тӑрӑшрӗ. Вӑл шывлӑ ҫырласене тупас шутпа, йӗпе юр айне пулнӑ тылла пуҫҫисене хыпашла-хыпашла пӑхать, нимӗн шутламасӑрах, сухан евӗр тымарлӑ хӑмӑшсене турта-турта кӑларать. Дмитрий Ростовский тӳрлетмен Минейсен спискисене; авал ҫырнӑ иконӑсене, хӗрессене тата финифтьлӗ хуҫлатмалли пӑхӑр иконӑсене, Поморье тӑрӑхӗнче шӑратса тунӑскерсене; кӗмӗл куркасене, ӗлӗк Мускаври князьсем хупахра ларакан ҫынсене панӑскерсене; ҫавна пурне те, вӑрттӑн, шикленсе, аркӑ айӗнчен кӑтартса ҫеҫ сӗнетчӗ. Ытах та ку ӗҫе политика енчен шухӑшласа тумасан, кунта вара, факт, ҫапла… ҫапла пулса тухать: «Кам хӑтӑлма пултарать, хӑтӑл!», «Колхозран тухса тар!» — текен сигнал панӑ пек пулать. Упа саррисем, кунта вӗсем питех те нумай ӗрченӗ, тӑван ҫӗршывне ӗмӗтсӗрсем килсе кӗресрен маориецсенчен пӗрре те кая мар сыхлаҫҫӗ. — Ӑнланмастӑп. Мӗн каласшӑн эсир? Хуҫи ыйхӑран тахҫантан тин вӑраннӑ та, чей ӗҫсе тӑраннӑ хыҫҫӑн, тӳрех хӑйӗн фокусӗсемпе аппаланма тытӑннӑ. — Боримечка, хӑвах каласа пар-ха ҫав упапа тытӑҫни ҫинчен, — ыйтрӗ вӑл. — Ара. «Тӗтре ҫӑралать», — пӳлчӗ ӑна каллех хӗрарӑм хӑйӗн хурлӑхлӑ сассипе. — Электростанцинче кочегарта ӗҫлетӗп. «Пӗр хӗрарӑм патне кӗтӳпе ҫӳремеҫҫӗ, тен, ҫырма патӗнче ун тусӗсем пытанса ларнӑ, кӗтеҫҫӗ? — шухӑшларӗ вӑл, питӗ тӑрӑшса итленӗ май. Мӗн тери тимлӗрех итлет Макҫӑм, ҫавӑн чухлӗ уҫӑмлӑрах янӑрать суккӑр музыкантӑн вӑййинче ӑна паллӑ та ҫывӑх кӗвӗ. Тен, аннен ырӑ чунӗ чаплӑрах тӗнчене вӗҫсе кайнӑ чухне эпир тӑрса юлакан тӗнче ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илнӗ, эпӗ хуйхӑрнине курса мана шелленӗ те, асамлӑ куллипе хӗрхенӳллӗн йӑл кулса, йӑпатма тата пехиллеме юрату ҫуначӗсемпе ҫӗр ҫине вӗҫсе аннӑ. — Хаклӑ пиччем, — терӗм, — малалла эсир шутласа кӑларнӑ цифрӑсем тӗрӗс те пума пултараҫҫӗ, анчах эсир вӗсем пирки хамӑн шухӑшӑмсене каласа пама ирӗк парӑр-ха. Сассине аран-аран кӑларса, вӑл ҫапла каларӗ: — Жандармсем, айӑпланакана хӑй вырӑнне илсе килӗр, — терӗ. Графиньӑ хӑйне ирсӗр Голос вӗлерчӗ тесе ҫырать, хӑйӗн пӗр айӑпӗ те ҫук иккен, упӑшкине те каҫарать вӑл. Анчах хӑш чухне вӑл ытла та йӗркесӗр вӑрҫать. Ҫак ҫын ҫул туйине ҫавӑнтах юлташӗсенчен пӗрне тыттарнӑ та:— Иегова умӗнче пӗлтеретӗп, ылтӑн манра мар, — унра! — тенӗ, тупа тунӑ пек, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе. Хуралҫӑсем Зли-долӑ окопӗ патне ҫитме те ӗлкӗреймерӗҫ, Рахманлари енчен тӗрӗксен юлан утлӑ икӗ ушкӑнӗ курӑнса та кайрӗ. Чи йывӑр самант ҫитсен, Петр темиҫе кун хушши пӗр тапранмасӑр тенӗ пекех выртрӗ. Кухньӑра Сашенька:— Павел Михайловича курсан — ӑна салам калӑр! Тархасшӑн! — терӗ. Мӗнле-ха вӑл апла? — Эсир мӗн унта каҫхине шав туса илтӗр? Аннушка Ступина тӗттӗм кӗтесрен тухрӗ те, Воропаев тавра кӗпӗрленсе тӑракансене сирсе, нимӗн шавламасӑр ун умне пырса тӑчӗ. Хӑй ҫумӗнче выртакан чул ҫине подсумкӑран васкавлӑн ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ обойма кӑлара-кӑлара хунӑ чух, Андрей пирвайхи хут илтрӗ: ҫапӑҫу ял хӗрринче ҫеҫ мар, ял хыҫӗнче те, вӑрманти уҫланкӑ хӗрринче те пырать-мӗн. Эпӗ рядовой салтакран тухнине эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. Эпӗ кимӗ ҫине ҫӗр вӑкӑр, виҫҫӗр сурӑх пусса тиерӗм, кирлӗ таран ҫӑкӑр тата ӗҫмелли япаласем, тӑватҫӗр повар мана хатӗрлесе пама пултарнӑ чухлӗ типӗтнӗ аш илтӗм. Ҫакӑ Цимбал хӑйӗн Ксения ятлӑ мӑнучкипе пулнӑ та ӗнтӗ. Ксения кайран паллӑ партизан-разведчицӑсенчен пӗри шутланнӑ. — Кӳрт мана пӗр минутлӑха. — Халех, халех эпӗ, тухатӑп! — терӗ вӑл, пиччӗшне аллипе сулса. — Сире те, ман пекех, Ромашов ӗҫӗпе чӗнтерчӗҫ пулӗ, тетӗп эпӗ? Алексей сывлайми пулса ҫитет, вӑл хӑйӗн чӗри тапма чарӑннине туйма пуҫлать, юлашки хут пӗтӗм вӑйне пухса ҫӗкленме пикенет… Темшӗн куҫ умӗнчен хӗрлӗ те парка ҫӳҫлӗ Зиночкӑн кулакан сӑнӗ вӗлтлетсе иртет, унӑн пурне те курасшӑн ҫунакан куҫӗсем тӑрӑхланӑ пек пӑхса ҫутӑлаҫҫӗ. Пӗр-пӗр мӗскӗн старик виҫӗ хӗлӗхлӗ япалапа кӗвӗ калать… темӗнле купӑс тетчӗҫ-ха вӗсем ҫавна, пирӗн балалайкӑ евӗрлӗскер. — Ҫук, кала, Люба, кала, — терӗ вӑл, ӑна лартса, — эпӗ сана итлеме юратнине эсӗ пӗлетӗн вӗт… Вӑл пиҫиххи хушшинчен пуртӑ туртса кӑларчӗ, тӳрӗ те ҫирӗп турат касса илчӗ, пӗрре куҫ хупса иличчен тенӗ пек унран кӗсмен пекки турӗ, йывӑҫа тӗртсе сулла аяккинелле сулӑнтарчӗ те кӗсменӗпе ишме тытӑнчӗ. Ман пуҫра ниме юрӑхсӑр шухӑшсем кӑна пӑтранаҫҫӗ. Ку сӑмахсене калама мана Глюмдальклич вӗрентсеччӗ. Ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫӑн ҫак мӗскӗн япалисене илнӗ вӑхӑтра мӗнлерех нумайччӗ шанӑҫсемпе плансем!.. «Ну, мӗн тӑвас-ха, мӗн тӑвас?» — ыйтнӑ яланах хӑй ӑшӗнче Воропаев, асӗнче Сережкӑн Мускаври пурнӑҫне аса илсе тата ӑна, ҫав пурнӑҫа, хӑйӗн тинӗс хӗрринче пулас пурнӑҫӗпе танлаштарса. — Фу, мур илесшӗ, мӗнле ырӑ! — Цур tobi, пек tobi! — мӑкӑртатрӗ вӑл яланхи тухату сӑмахӗсене, вара ҫав самантрах: — Чортове, чи боже? — ыйтрӗ вӑл ун умӗнче усал сывлӑш вӑйӗ мар-ши тесе пӗлесшӗн пулнӑн. Тухтӑр вӗттӗн-вӗттӗн пусса хӑвӑрт тухса кайрӗ. Тепре калас тӑк — ҫӑва патнех кай эсӗ, маншӑн пулсан! Манӑн сана ӑҫта куҫарса лартас-ха, тет. Эсӗ малтан парӑмусене тӳлесе тат-ха, тет. Марина сӗтел тавра ҫаврӑнса пычӗ. Пилӗкҫӗр платникпа инженера ҫийӗнчех ҫавӑн пек чи пысӑк машина тума хушнӑ. Кӳме сассинчен хӑраса, сывлӑша хир чӑххисен кӗтӗвӗ ҫемҫен пӑрӑлтатса ҫӗкленчӗ те сӑртлӑхсем еннелле вӗҫсе кайрӗ. Ҫеҫен хиртен темле ятсӑр чечек те килсе ларнӑ, шитти ҫумне тӗршӗнсе, вӑл кая юлса та пулин хӑйӗн мӗскӗн пурнӑҫне тӑсасшӑн. Мӗн турӗ вӑл сире?» — терӗ вӑл. Вара вӑл хӑйне вӗсем умӗнче ҫӗрлехи вӑхӑтра пысӑк ту умӗнче тӑнӑ пек туйрӗ. Е сире ман патӑмра савӑнӑҫлӑ мар-и вара? Мӗскӗн Дик Сэнд! Ӑнӑҫлӑх сунатӑп… — Мӗн шуйттан тума калаҫӑва хутшӑнатӑн-ха эсӗ? Вӑл куҫӗсене хупрӗ те ӗлӗкхи юлташӗсен кӑмӑллӑ сӑн-пичӗсене курчӗ — чӗри ыратса кайрӗ, ҫавӑнтах ун таврашӗнчи япаласем пурте тӗксӗмленчӗҫ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. — Анчах эсир ахалех вӑкӑр пек мӗкӗретӗр: «Ромео!» Ачашшӑн та тунсӑхлӑн калаҫмалла сирӗн, ҫакӑн пек: «Ро-о-мео!» Джульетта ҫепӗҫ те йӑваш хӗр-ҫке, ача пекех вӑл, ашак евӗр ӳлеме пултараймасть. Ялан ҫакнашкал калаҫаҫҫӗ, ну, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, каҫхи апатра пушӑ сӑмах ҫапма юратаҫҫӗ. Хӑна-вӗрле салансан, эпир Куян Тутипе, кухньӑна кӗрсе, унта юлнӑ ҫимӗҫсемпе каҫхи апат турӑмӑр, ыттисем ҫак вӑхӑтра негрсене сӗтел пуҫтарма, савӑт-сапа ҫума пулӑшрӗҫ. Ку канатсене матроссем «Тӑсланкӑ Джон мӑйҫыххисем» тесе ят панӑччӗ. Утса пынӑ май вӑл пӗрре ҫак мӑйҫиххисене ярса тытатчӗ, е костыльне ӗҫе ярать, ӑна хӑй хыҫҫӑн чӗн пиҫиххийӗпе сӗтӗрсе пыратчӗ. Кайрӑмӑр. Выльӑх-чӗрлӗхӗн те, вӗсене хӑвалаканӗсен те сехри хӑпса кайнӑ пирки пушӑ тавраш кирлӗ те пулман. — Эпӗ? — Эпир ватӑраххисем пухӑнса ҫакӑн ҫинчен калаҫрӑмӑр та, — терӗ Сизов лӑпкӑн, — юлташсем пире сан патна ячӗҫ, — мӗншӗн тесен эсӗ пирӗн пӗлекен ҫын, — директорӑн пирӗн пӗрер пуспа вӑрӑмтунасемпе кӗрешмелли закон пур-и вӑл? Кӗпӳ-йӗмӳсем те, ҫӗтӗлсе, пулӑ тытмалли таната пекех пулса кайнӑ. Вӑл ӗнтӗ, аманнӑ ҫунатне сӗтӗрсе, тепӗр тӗмеске ҫине сиксе ларчӗ, унтан татах теприн ҫине. Хӗвел анса пынӑ: пӗлӗтре, тавралӑха юн тӗсӗпе сӑрласа, тем пысӑкӑш вучах ялкӑшнӑ. — Кайса килех, Миша пичче. Акӑ мӗн хӑратать пиртен кашнинех, Джордж Мерри, Гэндс, Эндерсон тата ытти идиотсем пирки. Такам, ҫав вӑхӑтрах, ҫӑмӑллӑн тӑ тиркевлӗн кулкаласа:— Мӗн вӑл! — Э, эсӗ темӗн те калӑн, — мӑкӑртатрӗ Валя. Патша ҫарӗнчен юлнӑ запас тумтирсемпе лайӑх тумлантарнӑ, ҫурри ытла советсене хирӗҫ кӑмӑлтан ҫапаҫӑкан кулаксенчен пухнӑ дивизие ку хулана — стратеги тӗлӗшӗнчен пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан чугун ҫул тӗввине сыхлама куҫарнӑ. Алле… — Куртӑн-и, мӗнле хитре тӗнче кӑларса тӑратрӑмӑр эпир сан умна? Кама хӗррине чӑнкӑ анакан урам тӑрах шӑхӑркаласа пыратӑп эпӗ, иртен-ҫӳренсене хам ҫине пӑхтарас мар тесе, хытах та шӑхӑрмастӑп. — Эсир асӑрхарӑр-и ӑна? — ыйтрӗ хӑй черечӗпе Аркадий. «Вальдек» сӑмсинче пысӑк шӑтӑк хуралса тӑрать — ку вӑл пӑрахута путмаллах ҫапнин йӗрӗ. Вӑл сӑмах «пӗчӗк ҫын», «карлик» тени пулать. Тепӗр хутӗнче тата, ир ҫинче, Воропаев килхушши тӑрӑх пилеш кайӑкӗ такама пуҫ тая-тая чупса иртнине сӑнарӗ; сывлӑша вӗҫсе ҫӗклениччен вӑл яка чул татӑкӗ ҫинче хӗрсе кайсах ташла-ташла илет. Фронт ҫывӑхӗнчех вырнаҫнӑ ҫар аэродромӗсенчен пӗринче пурӑнса, вӑл кашни каҫ тенӗ пекех хӑйсен ҫӗрпӳрчӗ ҫийӗпе нимӗҫ бомбардировщикӗсем, эшелон хыҫҫӑн эшелон, хӗвелтухӑҫнелле иртсе кайнине илтнӗ. Персире магомет ҫынни пулса пурӑн, Мускавра — городовой пул, хуйхӑр, вӑрла, — пурне те тӳрлетсе хума пулать! Ҫӑварни хыҫҫӑн вӑл манпа каллех калаҫу пуҫарма тытӑнсан, пӗрремӗш хутӗнче эпӗ манӑн уроксене хатӗрленмелле тесе каларӑм та ҫӳле хӑпартӑм: анчах чӗрӗк сехетрен такам класс пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ те, ман патӑма Нехлюдов пырса тӑчӗ. Сана тепӗр япала хушмалли, тӗрӗсрех каласан — приказ пур: ман ятпа килекен пакетсене ил, вара вӗсене кӗлет умӗнче выртакан арман чулӗ айне хур. Вӑл ҫак инкеке аран чӑтса ирттернӗ, темиҫе эрне хушшинчех ҫӳҫӗсем кӑвакарса кайнӑ; кӑшт та пулин уҫӑлса ҫӳрес тесе, ют патшалӑхсене кайнӑ та хатӗрленнӗ пулнӑ… анчах та 48-мӗш ҫул персе ҫитнӗ. Унтан Марья Ивановна патне ҫывхарса: — Кала-ха, кӑвакарчӑнӑм, мӗншӗн сана упӑшку асаплантарать? Мӗнпе айӑпа кӗтӗн-ха эсӗ ун умӗнче? — терӗ. — Бей хӑй пурччӗ-ҫке, — терӗ тепри. Ура ҫине тӑрсан, вӑл пушшех хыпаланма пуҫланӑ, хыпаланнипе вара ҫултан аташнӑ, ытлашшипех сулахаялла кайса, пысӑк авӑр патнелле ҫул тытнӑ… — Ҫитӗ сана! Тӗрлӗ чечеклӗ украинӑлла йӑлтӑркка кӗпесем тӑхӑннӑ, темиҫе тӗслӗ шӑрҫасем ҫакса пӗтернӗ учительницӑсене, пуп хӗрӗсене, мещен хӗрӗсене чӑнкӑр-чӑнкӑр шпорлӑ офицерсем, аякран пӑхсан, авалхи картинӑсенчен ӳкерсе илнӗ запорожецсем пек курӑнакансем, ҫавӑрса илнӗ. Юратма пултарайман… Ку та ҫавах: ҫивӗчлӗхне, вӑй-халне кура хӗрӗх ҫулхи арҫын, хӑй пурин умӗнче те пысӑк хисепре пулнине илсе пӑхсан — сакӑрвунӑ ҫулхи старик. Ниме те тӑмасть вӑл санӑн ҫӗрӗк шыву. Паян сирӗн ачӑрсем, савнӑ чунӑм, — малалла тӑсрӗ сӑмахне кукамай пӗр минут хушши шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, — ҫурта чутах ҫунтарса яманнине пӗлетӗр-и эсир? Хӗвелтухӑҫ енче пӗлӗт хӗрри ҫуталса кайрӗ, хӗвеланӑҫӗнче — ҫаплах-ха тӗксӗм. — Мӑнтӑркка майор френч кӗсйинчен тачка хулӑн пакет туртса кӑларчӗ. Хаяр пупчӗ, пушӑ хирти арӑслан пекехчӗ, сассийӗ — чан сасси пекчӗ! Кайнӑ чухне вӑл Аркадие юлашки хут ӑшшӑн кулса пуҫне сӗлтме каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Нумай-нумай ӗмӗр иртнӗ унтанпа. Килӗсенчен хӑваласа кӑларакан кулаксене шеллеме пуҫларӑн апла? Урӑх вӑл пӗр сӑмах та чӗнме пултараймарӗ. Анчах, кунта ларакансен пуҫӗнче те ҫав шухӑшах ҫиҫсе илтӗр тесен, мӗн каланипе те ҫитет. Эсир каланӑ пек, эпӗ унта ытти япаласене туяннӑ чухне перекетлеме пултаратӑп пулсан, сире ҫирӗм тенкӗ тӳлесе тӑма вӑй ҫитеретӗп. — Ҫитӗ суйса тӑма, — тесе пӳлтӗм эпӗ ӑна, хаяррӑн, — пар кунта укҫасене, е эпӗ сана ӗнсерен парса хӑваласа ярӑп, — терӗм. Парсамӑрччӗ мана хӑвӑр кӑмӑлшӑн… чӗререн пӗр-икӗ сӑмах калама… Давид башни пек, тӳп-тӳрӗ те яштака сан мӑйу!.. Ирхине Джон Мангльс, Мельбурна каймалли карапсем хӑҫан пулассине пӗлме, порта кайса килчӗ. Кунта, Махно банди патша пулса ҫӳренӗ ҫӗрте, кашни утӑмрах ҫӗмӗрнӗ, вӗлернӗ йӗрсем палӑраҫҫӗ. — Юрать, полковник юлташ, — типшӗм кӗлетке Цимбал килӗ тавра ҫавӑрнӑ чул хӳме хыҫне кӗрсе ҫухалчӗ. Эпӗ кимме унталла тытрӑм та ҫил хӳтти енчен пырса якӑр ярса чарӑнтӑм. Утрав ҫинче пурӑнакан ҫукчӗ пулмалла. Глюмдальклич, мана хӗрхенсе, хӑйне юланутпа ҫӳрени пит ывӑнтарать тесе ӳпкелетчӗ, ҫавӑнпа эпир пӗр васкамасӑр ҫӳреттӗмӗр, кунне ҫӗр хӗрӗх — ҫӗр утмӑл миля анчах каяттӑмӑр. — Акӑ вӑл чӑн-чӑн юханшыв! — терӗ вӑл. Анчах вӗсем пӗр енӗпе — Тосканӑри цензура йӗркипе пурте кӑмӑлсӑр пулнӑ. Паллӑ профессор Фабрицци ҫак пухӑва, тӗрлӗ парти представителӗсем цензура ыйтӑвне пулин те пӗр-пӗринпе ытлах хирӗҫмесӗр пӑхса тухӗҫ, тесе шанса пухнӑ. Ҫак самантра Левко пӳрт патне ҫитсе тӑчӗ: чӳречи уҫӑ; уйӑх пайӑркисем чӳрече витӗр кӗрсе ҫывӑракан Ганна ҫине ӳкнӗ; — Ну, халӗ ӗнтӗ колхозсем ҫӗршӗннӗ кӗпе-тумтир ҫӗвӗрен кайнӑ пекех саланса каяҫҫӗ! — хӑй епле шухӑшланине никамран малтан каласа пачӗ савӑнса ӳкнӗ Банник. Сӗтел ҫинче яшка ҫу ҫуртисем, икӗ ҫурта, ҫунаҫҫӗ, стенасене ылттӑнланӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ. Мӗнле нуша сӗтӗрсе кайрӗ унта сана? Иртнӗ каҫпа мӗн пулнине аса илсе, кашниех Робертпа Мэри илтнӗ сасӑ ҫинчен шутлаҫҫӗ. Тӗрӗс тӑвать Гленарван, мӗншӗн тесен чи пӗчӗк паллӑна тупсан та вӑл час-часах кирлӗ те паха открытисем патне илсе тухма пултарать. Марко кӑштах пӗшкӗнчӗ, пӑшалӗпе тӗлленӗ май, хытӑ кӑшкӑрса ячӗ: — Ас ту! Эк-кей, тӑрлавсӑр мӗскӗн, хӑвах шухӑшласа пӑх-ха! — Мӗн йышӑнмалла? Таврара ҫурхи хура нӑрӑсем нӑрлатни илтӗнчӗ, — вӗсем, вӑрҫӑ ҫине пӑхмасӑрах, ешӗрекен хурӑнсем хушшинче хӑйсен ӗҫӗсене тунӑ, — унтан вӗсен сассисем ҫумне каҫхи бомбардировщиксем ӗрлени хутшӑнчӗ. Пӗтӗм фронт линийӗ ҫутӑлакан пульӑсен тӗрлӗ тӗслӗ чӗнтӗрӗпе эрешленчӗ. — Сывӑ-и, анне! А? Мӗнле майпа пуйнӑ эсӗ? Автор хӑйӗн тӑван ҫӗршывне юратни. Ачасен пӳлӗмӗ патӗнчен иртнӗ чухне эпӗ Лизанькӑна куртӑм. Чӑлан алӑкне яри уҫса ярсан вара хуллен:— Лукерья! Ҫав хӗрарӑм эпи-карчӑк та евчӗ те пулать, вӑл шӑнӑрлӑ пысӑк арӑм, сӑмсийӗ кӑвакал сӑмси пек, арҫын кӑкӑрӗ пек лаптӑк кӑкӑрӗ ҫине «пӗтекенсене ҫӑлнӑшӑн» текен ылттӑн медаль ҫакса сӳрет. Иоганнеумра пухӑннӑ пӗр ларура профессор ҫул ҫӳресе курса килни ҫинчен каласа пӗлтерчӗ. Пирӗн хушӑра виҫҫӗр ярдран ытла мар. — Кӳр-ха, ҫаксен хӳрисене пӗр ҫӗре тӗвелесе ҫыхар та, пӗрле хӑваласа каяр, — шӳтлеме хӑтланчӗ Любишкин, анчах хӑй ҫине пӑхсан, вӑл шухӑша кайни, кӑмӑлне хытарни курӑнать. — Ҫапах та, хӑшӗн те пулин каймаллах пулать, господа, — терӗ вӑл, кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн: — 7 сехетре Рогаткӑра пулма хушнӑ… — Хатӗрлевҫӗсем выльӑх кам патӗнче туяннине пӗлетпӗр те, шӑпах ҫав ҫуртсене сӑнама пуҫлатпӑр. Княгиня хӑйӗн хӗрне фортепьяно патне кӗртсе лартрӗ, пурте унран мӗн те пулин юрласа парасса кӗтеҫҫӗ, эпӗ нимӗн те шарламарӑм, шавланине пула, Верӑпа пӗрле чӳрече патне кайса тӑтӑм, вӑл мана пире иксӗмӗре те хака тӑракан хыпар пӗлтерӗп, тенӗччӗ… Хӗнемелле! Вӑл ҫӳллӗ, мӑнтӑр та сарлака кӗлеткеллӗскер, мана пӗр хӗрӗх пилӗк ҫулта пек туйӑнчӗ. Маркиз аллине пысӑк ҫӑраҫҫи тытнӑ. Вӑл, ҫул ҫинче тӑракан темиҫе ҫынна айккинелле пӑрчӗ те, вӗсен ҫумӗпе алӑк патнелле иртрӗ. Унтан пӗшкӗнсе уҫҫа ҫӑра ӑшне чикрӗ. — Авӑ мӗнле! — терӗ карчӑк. Мухортый та ҫав ҫиле юратман, вӑл хӑлхисене лапчӑтса пуҫне силленӗ. Вӑл ҫуралассах боец пулса ҫуралнӑ, калама ҫук ҫирӗп ҫитӗнсе ӳснӗ. Миҫе ҫулта вара? Анчах ҫав вӑхӑтрах туянакан килес пек туйӑнатчӗ те, ҫур сехет те пулин тӑрас теттӗм. Вара, урисене йывӑррӑн чӑштӑртаттарса, курпунланса, пуҫне усса тухса кайнӑ… Ҫӑрттан мучи хӑйӗн сӑранланса кайнӑ лапчӑк картусне тата Трофима пула самантлӑха та алран яман чӑпӑрккине сак ҫине хучӗ те, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхса:— Карчӑк! Иртсе пынӑ чух пӗр карчӑк пӗчӗк хӗрачана хӗненине куртӑм. Хӑшӗ-пӗрисем хаҫат вулаҫҫӗ. Анчах Павел хулпуҫҫийӗ ҫинчен Тоня аллине сирнӗ те хыттӑн: — Мана ҫав лӗкӗртисем умне тӑратса ан хӑтлан. Мана вӑл ушкӑнпа пӗрле ларма нимӗн сӑлтав та ҫук. Катька шартах сикрӗ, ман ҫине тӗлӗннӗ пек пӑхса илчӗ. — Вӑл ӑсран кайнӑ! — тесе кӑшкӑрать профессор. — Халӗ ӗнтӗ эсир ҫав наукӑсене пӗтӗмпех маннӑ пуль? — ыйтрӗ Кузьмичов. — Ну! Картишсенче ӑшчиккине пушатнӑ выльӑхсем мӑшӑлтатни те лӑпкӑн кавлени илтӗнет, картишсемпе урамсенче хӗрарӑмсемпе ача-пӑча кӑшкӑрашнисем янӑраса тӑраҫҫӗ. — Ку пулма пултараймасть! — тата ытларах шуралса кайса, тепӗр хут каларӗ сестра. Каллех кӗрленӗ сасӑ илтӗнет. — Юрӗ, вӑл вак-тӗвек япала-ха. Ҫавӑнти «Юратнӑ юлташӑм», «Ырӑ кӑмӑллӑ А. государь» тенӗ сӑмахсенче темскер пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ пирӗншӗн. — Мӗнле кулӑшла! — тет пӗрмай Зинаида. — Куҫӗсем унӑн кӑвак мар, симӗс, хӑлхисем мӗнле пысӑк тата! Комиссар тӑванӗн хӗрӗ ӑна хавассӑн йӑл кулса пӑхнӑ. — Мери Джейн вунтӑхӑр ҫулта, Сюзанна — вунпиллӗкре, Джоанна вунтӑваттӑ тултарайман-ха — вӑл куян туталлӑ хӗр, ҫынсемшӗн ялан ырӑ ӗҫсем туса пурӑнма шутлать. — Йӑлтах ыйтса пӗлем те, унтан вара куҫ курӗ». Ӗлӗкрех вӑл кун пекех нумай калаҫакан марччӗ. — Акӑ мӗн, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. — Эпӗ сан ҫине ҫилленсе ҫӳреместӗп. Ӑна тытасшӑн пулнӑ, вӑл Тихонӑн урине чӑрмаласа илнӗ, Морозов хушаматлӑ ҫамрӑк рабочие ураран ҫапса ӳкернӗ, Никитӑна вӗчинчен ҫапса хытӑ ыраттарнӑ. Паян каҫпалах унпа калаҫса татӑлмалла. Эпӗ хамӑрӑн хӑна пӳлӗмӗнче ҫакӑнса тӑракан картинӑна аса илетӗп: Малек-Адель Матильдӑна ҫӗклесе каять… Ҫавӑнтах пысӑк чӑпар улатаккана курах кайрӑм: вӑл ҫинҫе хурӑн вулли тӑрӑх ҫӳлелле улӑхать, ҫав хушӑрах пӗрре сулахаялла, тепре сылтӑмалла хурӑн вулли хыҫӗнчен пуҫне кӑларса пӑхкалать — шӑпах музыкант контрабас хыҫӗнчен пӑхнӑ евӗрлӗ. Тытӑнса пӑхрӑм та ав — ҫӗкленчӗҫ! — Мӗн Яков? — Тӑхта кӑшт. Вара Том хӑйӗн чи хаклӑ япалине — камин решеткин пӑхӑр шарикне — туртса кӑларчӗ те, унпала Бекки куҫӗ умӗнче суллакаласа ҫапла каларӗ:— Ну, Бекки, тархасшӑн… Сана кирлӗ пулсан, эпӗ ҫакна паратӑп! Хӑҫан пулчӗ-ха вӑл? Службӑран каймалла? Анчах мӗн пӗлетӗн эсӗ? Чӑрмаланисем ҫинчен калас-тӑк, эпир пӗлместпӗр вӗсем мӗнтен пулнине — ӳсентӑрансен йӗпписенчен-и е, эсир шутланӑ пек, койотсен шӑлӗсемпе чӗрнисенчен-и. — Малалла! — Эпӗ ӗнтӗ хама валли чей лартма хушрӑм, — терӗ вӑл, — а эрехне ӑна чуна лӑплантармалӑх халех те ӗҫсе пама пулать. Анчах ҫапла хӑюллӑ хӑтланни уншӑн усса пымарӗ, вӑл пӗтӗм пӗвӗпе сулӑнчӗ те крыльца карлӑкӗ ҫине сӑмсипе пырса ҫапӑнчӗ. Ҫапах та ҫак хулари йӗркене ӑста тытса пыракан аслӑ ҫын, нимӗн палӑртасшӑн мар пулса, часах тӳрленчӗ, табакеркине кӑларас пек туса, аллине кӗсйине чикрӗ. Тӗмесен хушшинче пӗр пӑшал кӗпҫи йӑлтӑртатни те курӑнмарӗ. Пирӗн тӑшмансем ҫӗр айне анса кайнӑ пек туйӑнчӗҫ. Ҫак йӗркесӗр пухӑннӑ урапасен варринче тата тем карета майлӑскерӗ ҫӳллӗн курӑнать, чӳречи унӑн пӳрт чӳречи пекех, ураҫҫийӗсем тӗреклӗ. Ҫакна анчах калатӑп: манӑн ҫул большевиксемпе пӗрле, урӑх никампа та мар. Ҫаксене пула йывӑр шухӑшсем капланса килеҫҫӗ. — Ҫӑмӑл-ши ӗҫ вӑхӑтӗнче мулкачсене шыраса ҫӳреме! — Ан асаплантар хӑвна. — Пирӗн умра ҫак ирсӗр йыттӑн приход кӗнеки выртать. — Аттеҫӗм… аттеҫӗм… — терӗ вӑл, куҫҫулӗ юхтарса, сасси унӑн путса ларчӗ, малалла нимен те калаймарӗ. — Ҫапла, ҫаплах, эпӗ пӗлетӗп сире, Базаров, — терӗ вӑл тепӗр хут. (Унӑн, Мускаври тата провинцири ытти нумай дамӑсем пекех, арҫынпа паллашнӑ кунах ӑна хушаматпа чӗнес йӑла пур.) Иван Иванович картиш тӑрӑх иртрӗ; картишӗнче Иван Никифоровичӑн ал вӗҫҫӗн ҫитерсе усракан инди кӑвакарчӑнӗсем нумай, арбузпа дыня хупписем пур, тӗл-тӗл ешӗл курӑк ӳсет, ваннӑ кустӑрмасем, пичке кӑшӑлӗсем тӗрлӗ ҫӗрте курӑнаҫҫӗ, ҫавӑнтах хура кӗпеллӗ ача йӑраланать — шӑпах ӗнтӗ художниксем юратакан картина. Тинӗс хӗрринче чарӑнса тӑнӑ вырӑнтан чӑнкӑ тусем пуҫланса кайнӑ ҫӗре ҫитиччен пайтах инҫе, малтанхи стена пек чул сӑртсем патне ҫитмешкӗн сахалтан та ҫур сехет каймалла пулчӗ. Ҫӑрттана партине илӗр те колхоз тӳрех ҫӗкленсе канӗ, тет… Вӑл медик пулнӑ, унтан та ытларах — вӑл ҫарти медик пулнӑ. Вӗҫӗмсӗр йышлӑ тӗслӗхсем тӑрӑх вӑл протезсем чӑн-чӑн урасенчен мӗнле уйӑрӑлса тӑнине лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Кӑпӑш юр ҫӑвать. — Ахаль ҫеҫ. — Ипполит Сидорыч, тархасшӑн, кала-ха мана, — мӗнле ҫын сан арӑму? Мӗнле намӑс мар! Пур ҫӗрте те йӑлкӑшу, анлӑх, ирӗклӗх, савӑнаҫлӑ ешӗл ҫаран, чечен те уҫӑ кӑвак пӗлӗт курӑнса тӑнӑ; шывӑн лӑпкӑ юхӑмӗнче хӑйне хӑй тытма пӗлекен хӑватлӑ вӑй тупӑннӑ, пӗлӗтре тараватлӑ хӗвел — май уйӑхӗн хӗвеле йӑлтӑранӑ, пӗтӗм сывлӑшра лӑсӑллӑ йывӑҫсен тата ҫӗнӗ ҫулҫӑсен шӑрши кӗнӗ. — Эпӗ Флинт ҫинчен илтнине ыйтатӑр-и, эсир? Кайрӑмӑр! Унтан ан хӑра эсӗ, — тесе хавхалантарчӗ. Вӑл вара ҫаплах пусмӑрланса тӑракан аскӑн чура пулса юлать, арҫынни те ҫавӑн пекех аскӑн хуҫа шутланать. Манӑн ун патне лайӑхрах ҫыру ҫырса ярас пулать, ҫырӑва илсен вӑл мана манса ан кайтӑр. Ку чӑнласах чаплӑ произведени пулнӑ. Кузьмичов вӑранчӗ. Патшапа тӑван ҫӗршыв пӑхаҫҫӗ сирӗн ҫине! Урӑх вара ҫак тӗнчере Ваҫили Андрейч нимӗн те курман-илтмен, сисмен те. Юлашкинчен Бекки:— Том! — тесе чӗннӗ,— Мӗн, Бекки? — Асаттене укҫасӑрах чуптума юрать, — хушса хучӗ тепӗр хӗрӗ. Киноартист пулма хатӗрлентӗн-им? Атте мана ҫав мустанга илсе пама пулчӗ, уншӑн хӑть те мӗн чухлӗ ыйтсассӑн та. Ҫапла ялан пӗр вӗҫӗмсӗр ылмашса тӑнӑ пулӗччӗ. Ҫутҫанталӑкра юханшывсем, ҫаранри ешӗл курӑксем, уйри тырӑсем, вӑрмансем т. ыт. те саралса типсе ларнӑ пулӗччӗҫ. Пӗтӗм Ҫӗр таҫтан сарӑлса выртакан пушхир пулса тӑнӑ пулӗччӗ. Ҫил вӗҫтернӗ пирки Миките каллех хуҫин сӑмахӗсене илтеймен. Дон Сильвион ҫыннисем пӑлханма пуҫланин сӑлтавӗ ҫав сӑмахра ӗнтӗ. — Мӗн чееленесси пултӑр сирӗн? Кондрат ҫывӑрса кая пуҫларӗ. Эпӗ кӗнеке вуланӑ чух ҫитсе тӑрсан, вӑл ман алӑран кӗнекене илетчӗ, мӗн вулани ҫинчен чӑкрашлансах ыйтатчӗ те, вара ӗненмелле тӗлӗнсе приказчика калатчӗ: — Пӑх-ха эсӗ, ӑнланать вӗт кӗнекесене шельма ҫури! — тетчӗ. Хӑй пирки халь сӑмах та ҫӳрет ӗнтӗ: «Иеротей атте пек сисмест», теҫҫӗ ыттисемпе сӑмахланӑ хушӑра… Унта шӑтӑк чавнӑ тӑван станица казакӗсем ҫеҫ мар, ютрисем те, стрелоксем, мотористсем, нимӗҫсенчен таракан ҫынсем пыма тытӑнчӗҫ. Ир енне масар шӑтӑкӗ ҫинче пысӑках мар, анчах йӗркеллӗ вил тӑпри ӳссе ларчӗ. Вӑл мамӑк пустарнӑ чӑпар халатпа, халат пусми йышшинченех тунӑ пиҫиххи ҫыхса янӑ, ярапаллӑ, ҫыхса тунӑ хӗрлӗ ермолкӑпа, качака тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫемҫе атӑпа, хӑй, ҫаплах стена ҫумӗнче кӑштӑртатать, тӗллет те шатлаттарать, тӗллет те шатлаттарать. Новомлинск станици Терекрен виҫӗ ҫухрӑмра ларать, унтан ӑна сӗм вӑрман уйӑрса тӑрать. Ҫав этем Власова макӑрасса, ӳпкелешессе, йӑлӑнасса кӗтсе тӑнӑн туйӑнчӗ. — Корчагин Артём Андреевич — слесарь, производствӑра вунҫичӗ ҫул ӗҫлет. Питӗ аванччӗ вӑл ҫынсемпе пурӑнма, калаҫса ларнӑ каҫсенче эпӗ вӗсенчен нумай вӗрентӗм. Кӑмӑлсӑрланса пурӑнма унӑн тата тепӗр сӑлтав пулнӑ, анчах та ӑна вӑл тӗплӗн пытарса пурӑнчӗ. Вӑл сӑлтава Алексей пачах та кӗтмен ҫӗртен пӗлчӗ. Эпӗ халлӗхе никама та ҫураҫман-ха. Тепӗр кунтан эпӗ закройщик арӑмӗ умӗнче тӑтӑм, вӑл мана кӑмӑллӑн калать: — Мана эсӗ чирлӗ, сана больницӑна илсе каннӑ тесе каларӗҫ — куратӑн-и, мӗнле тӗрӗс мар калаҫҫӗ? Анчах эсир хӑвӑр йышӑнас темерӗр мана. Устин лашана будка урапинчен кӑкарчӗ, урисене калмӑкла хутлатса, Давыдова хирӗҫ ларчӗ, ларсан-ларсан пӗр ун ҫине кӑн-кан пӑха-пӑха илчӗ. Куккӑшӗн пичӗ ҫинче ӗҫлӗ типӗлӗхӗпе юнашар яланах темшӗн пӑшӑрханни тата шикленни, Варламова хӑваласа ҫитеймесрен, таварне лайӑх хакпа сутаймасран хӑрани сисӗнет; Ҫав утравсене Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ тесе халӗрех кӑна ят панине те аса илтӗм эпӗ. Вилькицкий вӗсене «Иккӗмӗш Николай Ҫӗрӗ» тесе ят хунӑ пулнӑ. Анчах вӑл питӗ ывӑнчӗ, ҫунакан урамсем тӑрӑх хытӑ та шатӑртатакан самоходка ӑшӗнче ухмаха ернӗ пек вӗҫтерсе пыма унӑн вӑйӗ те ҫук. Телейлӗ пул. Унӑн пӗтӗм ӑшчикки пӑлханса тӑчӗ: вӑл юрланҫи пулчӗ, шӑхӑрма пикенчӗ, хӑйпе хӑй сасӑпах калаҫрӗ. Каллех ун умӗнче ҫырма пулнӑ. Халӗ сана кӗтеҫҫӗ, мана та кӗтеҫҫӗ. Владимир ӗнтӗ калаҫма та пӑрахнӑ. Ха, ҫула епле вӑрӑмлатса янӑ вӑл, эсрел ывӑлӗ! утан, утан, вӗҫӗ-хӗрри ҫук! Часах ҫил-тӑвӑл иртрӗ; ҫумӑр та чарӑнчӗ, ҫил вӗрми пулчӗ, ҫӗтӗк пӗлӗт хӗррине уйӑх ҫути кӗмӗллерӗ. Ҫӗнӗ истори тӗлӗшпе манӑн уйрӑммӑнах йӗрӗнмелле пулчӗ. Олеся хӑраса тӑни чӑна килчӗ пулать эппин. Эпӗ юрататӑп. — Кам вара маншӑн ҫирӗм червонец тӳлесшӗн? Ҫын команда панине хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, анчах тимӗр металл команда парать пулсан — кӳренмелле! «Ҫитӗ ӗнтӗ сана, тӑр! ваттисене яланах» итле! — Кам тавлашать-ха сирӗнпе, Бенедикт мистер? — ыйтрӗ Дик Сэнд. — Игнат, — терӗ вӑл, — чей тӗлӗшпе тӑрӑш-ха эсӗ! — Анчах ӑспа шеллес пулать… Майра калаҫнӑ вӑхӑтра ман хыҫра кулса е йӗрсе пӗтернӗ чухнехи пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ, эпир ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр та манӑн кӳрше, ялан пӗччен пулма тӑрӑшакан кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ те йӑлтӑртатса ҫунса тӑракан куҫлӑ господина, куртӑмӑр. Ҫук, кӑна тума пултараймастӑп эпӗ! — Парне пачӗҫ, — кӗскен кӑна каларӗ Катя. Анчах эпӗ суйман негра ку таранччен курманччӗ-ха. Пӗтӗм яла ним хӑварми ҫаратса каяҫҫӗ! Пӑр ҫинче ачасем ҫӗре яхӑн пулнӑ. Эсӗ пӗр сӑмах каласанах е эсӗ мана хӑвӑн илемлӗ куҫупа куҫ хӗсес пулсассӑнах эп ҫакна пӗрне те йышӑнмӑп, ӑна пӑрахӑп, ҫунтарса ярӑп, шыва путарӑп! Юнланса пӗтнӗ шинельсемпе кӗпесем патӗнче, унта та кунта, аманнисем урлӑ каҫа-каҫа, эмел, шыв, бинт, корпи ҫӗкленӗ сестрасем ҫӳреҫҫӗ; сӑнран пӑхма лӑпкӑ вӗсем, ытти хӗрарӑмсем пек аманнисене шелленипе куҫҫулӗ юхтарса хуйхӑрни ҫук вӗсен, вӗсем ӗҫлеҫҫӗ, аманнисене пулӑшу параҫҫӗ. Пӗлӗт ӑшне кӗтӗмӗр эпир, икӗ асамат кӗперӗ карӑннӑ ҫӗрте, аялта, хамӑр самолетӑн мӗлкине питӗ лайӑх куртӑм эпӗ. Никита, сарлака сарӑ мӑйӑхне чӗпӗткелесе, кулса ларчӗ, унтан, ҫывӑрма выртнӑ чухне, каллех ҫирӗппӗн каларӗ. Куҫҫульне чараймарӗ вӑл. — Акӑ эпӗ ҫырни, — терӗ вӑл шӑл йӗрме чарӑнмасӑр. Хӑмӑрланнӑ курӑксем те шур пӗлӗт аврӑмӗсене ҫаклата-ҫаклата илеҫҫӗ, ҫав тӗтре пӗлӗчӗсен таткаланчӑкӗсемпе витӗнеҫҫӗ. — Ку — аван! — терӗ. — Пустуй сӑмах мар-и? — Ҫапла-с, занавескӑсем; Соломон вара ӗшеннӗ урхамахран татӑла-татӑла ӳкекен кӑпӑка савӑт туличченех тултарнӑ та майра-патша патне ҫитерсе пама хушнӑ. — Ҫук, эсӗ кала-ха — кам вӑл? — Пӗр палланӑ хӗрача, — ирӗксӗр тенӗ пек, ответлерӗ ача. Ҫапла, ҫак икӗ уйӑх ахалех иртмерӗ. Эпӗ Аринӑна хӑваласа кӑларса ятӑм. Вилнӗ пекех шуралса кайнӑ Пӑван ун ҫине пӑхрӗ те ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ. — Ҫук, эпӗ тытӑнса тӑтӑм. Канцеляри тӑрӑх кукша пуҫлӑ, кӗске ураллӑ, вӑрӑм алӑллӑ, янах шӑмми малалла тухса кайнӑ лутра ҫын вӗтӗлтетсе чупкаласа ҫӳрерӗ. Ку ӗнтӗ темле вырӑс харсӑрлӑхӗ мар вара!.. Унтан унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Халӗ персе янӑ шарика та пулин тупсан, юрӗччӗ», — терӗ вӑл, ҫавӑнпа та ӑна тӑрӑшсах шырама тытӑнчӗ, анчах вӑл нимӗн те тупмарӗ. Анна Петровна Бухмистерова сарайпа икӗ лаша тӑратмалли витене те йышӑнать, унӑн килхушшинче ӗҫлекенсем виҫӗ ҫын — акӑ мӗнле ҫынсем тӑраҫҫӗ ман патӑмра хваттерте. Буркӑри вилене шӑтӑка хучӗҫ те, Цимбал хӑй ывӑлӗн юлашкийӗ ҫине чи малтан тӑпра ывӑҫласа сапрӗ, вара масар шӑтӑкӗ патне халӑх пыма пуҫларӗ. — А мӗн вӑл Францин столици? — Францин столици-и? Беншӑн ҫак япала йӑлтах урӑхла майлӑ туйӑнса кайрӗ. Лашасемпе юланутҫӑсем вӗсен тӗреклӗ ҫунаттисен айӗпе пуҫӗсене пӗшкӗртмесӗрех иртсе каяҫҫӗ. Дрезинине вӗсем разьезд тӗлӗнче, чугун ҫул айккинче тупнӑ. Ромашка мана коридорта хуса ҫитрӗ. Аслӑ аристократсен шутӗнче нихҫан тӑман пулин те, вӑл ҫав ушкӑнти ҫынсемпе явӑҫатчӗ, вӗсем хушшинче хӑйне хисеплемелле тытатчӗ. Пурин ҫине те лӑпкӑн, пӗр ҫакӑн ҫинчен астуса пӑхӑр: пӗтӗмпех иртет, пӗтӗмпех лайӑх еннелле улшӑнса пырать. Анчах эпӗ урӑххи ҫинчен калатӑп-ха — унӑн шӑпи пек телейсӗр шӑпа никамӑн та пулман-ҫке. Вӑл часах службӑна тухса кайрӗ. Амӑшӗ ҫак ҫынсем куллен-кун ҫине тӑрсах лӑпкӑн туса пыракан «ҫав ӗҫ» пирки шухӑша кайрӗ. — Пирӗн калаҫу-и? Ҫамрӑк хурӑнсен сулхӑнне кавир сарнӑ та пурте ун ҫине ҫаврашка евӗр ларса тухнӑ. Хапха умӗнче, тенкел ҫинче, Тихон ларать; вӑл пӳрнисемпе пысӑк турпасран пӗчӗк турпассем хӑйпӑтса илет, вара вӗсене хӑйӑр ӑшне чикет те, урипе тапса, курӑнми кӗртсе ярать. Анчах кам пӗлет ҫав! Ҫак вӑхӑтра ҫав тери пӑчӑланса ҫитрӗ. Палуба ҫинчен халӗ кӑпӑклӑ хум валемӗсем кусакан вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳремлӗх курӑнать; пӗрре пӑхсассӑн — симӗс вӑл, тепре — сӑрӑ тӗслӗрех. Инҫетре-инҫетре ҫав тӳремлӗх ҫумӑр пӗлӗчӗ карса илнӗ тӳпепе пӗрлешсе тӗттӗмленсех ларать. Ҫавӑн умӗн пӗр-ик кун маларах эпӗ унта, утравӑн тури вӗҫӗнче, кӑшт тӗтӗм тухнине курнӑччӗ, ну, ҫав негр пытаннӑ ӗнтӗ унта тетӗп; апла-и, апла мар-и, пурпӗр пӗтӗм утрава ухтармалла тетӗп. Хурансенче пӑтӑ пулӗ тесе вӑл ашшӗн походсем вӑхӑтӗнче илсе ҫӳрекен пӗчӗк хуранне туртса кӑларчӗ те, унпа хӑйсен куренӗн кошевойӗ патне утрӗ. Вӑл вунӑ витре кӗрекен икӗ хуран патӗнче ҫывӑрать, хуранӗсем айӗнче кӗл те сивӗнмен-ха. Туятӑр-и-с? Унтан виҫҫӗмӗш пункт-с: «Хӑвна тухатмӑш е ӑрӑмҫӑ пек кӑтартма та ҫавӑн йышши ултавсемпе усӑ курма юрамасть-с». Ҫав чӑмӑркка аллине пӗҫертнӗ пек кӑртах сиксе илсе, вӑл ывӑлне тем йӑлӑнса ыйтнӑ пек питӗнчен пӑхрӗ, анчах хирӗҫ хурав илеймерӗ. Сасартӑк Пугачев мана ыйту парса, манӑн шухӑшсене татрӗ:— Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн, ваше благородие? — терӗ вӑл. «Паллах, кӑлӑхах килнӗ эпӗ, — шанӑҫсӑррӑн шухӑшларӗ каллех Ромашов. Кунта, тӑванӑм, ҫын патне пынӑ чух сулахай аллунта пыл тыт, сылтӑмминче — ҫӗҫӗ. — Куртӑн-и? — вӗҫленӗ вӑл хӑйӗн калавне. Мӗнле хӑтӑлмалла-ха вара ун чухне чи хӑрушӑ та асаплӑ вилӗмрен — пӑчӑхса майӗпен вилесрен?! — Сигарка сигаркӑпа, — тесе хучӗ, хыҫлӑ тенкел ҫине йӑванса ларса, урисене ҫӳлелле ҫӗклеме ӗлкӗрнӗ Ситников: — ирхи апат ҫитерӗр-ха пире. Mais quels gaillarts vos soldats, quels gaillarts! Чӳрече уҫӑлсанах такам пӗри сасӑ пачӗ: — Эс-и ку, Стоян пичче? — Эпир сире шырарӑмӑр, — терӗ вӑл. — Халь эпир сире тупрӑмӑр. Марспа Ҫӗр кашни икӗ ҫултанах хирӗҫ пулаҫҫӗ. Кӗпӗрленсе тӑракан казаксем пӗр-пӗрин ҫине кӑн-кан пӑхкаласа илчӗҫ. — Синьора Болла, пирӗн пӗр-пӗрне йӑпанмалли сӑмахсем калани тата сӑпайланни кирлӗ мар. — Халӗ эпир кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫатпӑр. — Ҫук, ҫапах та калатӑпах… — Ман кровать ҫине выртӑр, — кӑмӑллӑн сӗнчӗ ӑна хуҫи, — эпӗ хам урайне лаша тирӗ сарса выртатӑп. — Вутпуҫҫи пар-ха, Дик, — тесе ыйтрӗ вӑл. Унтан, чӗлӗмне туртса калаҫма пуҫларӗ. Вӑл, темӗн ҫинчен шухӑшласа, темӗнле иккӗленсе тӑнӑ пек пулчӗ. Вара, юлашкинчен, ҫапла каларӗ: — Юрӗ, сэр. Эпӗ сирӗнпе пыратӑп. Пулма пултарӗ, сире Грант капитан йӗрӗ ҫинех илсе тухаймӑп, ҫапах та эпӗ унӑн карапӗ пӗтнӗ вырӑна хуть кӑтартма пултарӑп. Вӗсем пире эсир религире сектӑсем тӑватӑр, пирӗн аслӑ пророкӑн Люстрогӑн тӗп догматне , Блундекрал кӗнекин аллӑ тӑваттӑмӗш сыпӑкӗнче ҫырнӑскерне (лилипутсен ку Алкоран кӗнеки пулать), пӑсатӑр тесе айӑпланӑ. Лещинский килкарти умӗнче ӗнер паллашнӑ ҫынсем лашисем ҫине утланаҫҫӗ. Ҫапла вара, пирӗн диктатура туса хурас пулать. Эпӗ ӑна каҫса кайсах пӗлеттӗм, вара юлашкинчен ман пуҫра Фуко, Лярош-Фуко тата Лярош Жаклен пӗр ҫын пулса тӑратчӗҫ те, эпӗ камӑн пуҫне кам каснине ниепле те аса илейместӗм: Лавуазье — Дюмурье пуҫне каснӑ-и, е тепӗр майлӑ пулнӑ? — Мӗншӗн сана ҫилленес? Дымов вара, пуян мужик ывӑлӗ, хуйхӑ-суйхӑ мӗнне пӗлмесӗр, ӗҫлемесӗр киленсе ҫеҫ пурӑннӑ, анчах ҫирӗм ҫул тултарнӑ кӑна, кара ҫилӗллӗ ашшӗ ӑна, ӗҫ ҫумне ҫыпӑҫтарас, килте иртӗхтерсе ярас мар тесе, пӗр-пӗр тарҫӑ евӗрлех, лава ҫӳретме тытӑнтарнӑ ав. Павка Корчагина шкултан мӗншӗн хуса кӑларса янине никам та пӗлмест. Пупӑн мӑнкун валли хунӑ чусти ҫине пӗр ывӑҫ табак янине Павкӑн тусӗ Серёжа Брузжак ҫеҫ курнӑ. — Ҫапла ҫав, — тенӗ Миките сывласа илсе, урӑх нимӗн итлемелли те ҫуккине кура, вӑл ҫухине тӑратнӑ. Ҫухи тӳрех питне, хӑлхине хупласа илнӗ. Мана хӑй асӑрхамасӑрах ыйткалакан туса хума пултарать. Пӗр кил патӗнче йытӑ вӗрнӗ, тепӗр ҫӗрте пӗр хӗрарӑм, ваткӑллӑ сӑхманпа пуҫ урлӑ витӗнсе, таҫтан чупса килнӗ те пӳрте кӗрсе кайнӑ. Пӳрте кӗриччен, вӑл иртсе каякан ҫынсене пӑхма кӑшт чарӑнса тӑнӑ. Энтомолог хӑй пурнӑҫӗнче нихӑҫан та сак самантсенчи пек канӑҫсӑрланман. Эсӗ ӑна кокардӑна кӑтартатӑн. Ку шуйттан пулчӗ пулӗ тесе шухӑшлассинчен вӑл нумайччен хӑтӑлма пултарайман. Савельич та, яланах хак килӗштерсе чакарттарса аппаланас йӑлаллӑскер, унпа тавлашса-мӗн тӑмарӗ; ӗнер, шанмасӑр шикленсе тӑнисем те пуҫӗнчен пӗтӗмпех тухса ӳкрӗҫ курӑнать. Эпӗ, хамӑра ҫул тупса паракана чӗнсе илтӗм те, ӑна тав турӑм, Савельича ӑна, эрехлӗх, пӗр полтинник укҫа пама хушрӑм. — Ку хаҫат ун патне ҫитме пултарнӑ-ҫке. Серёжка хӑйне панӑ виҫӗ вӗрҫӗнӗ винтовкӑна тутӑр татӑкӗсемпе тирпейлесе чӗркене те шӑтӑка чиксе хунӑ. Сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем хулпуҫҫи тӑрӑх сапаланса аннӑ. — Атьсем, лайӑх! — илтӗнет корпус командирӗн кӑмӑллӑ сасси. Вӑл ҫак кӗске кӑшкӑрупа ҫийӗнчех пӗтӗм полка тӗксе ячӗ тейӗн. Ӑнланатӑр-и? — Миҫе ҫулта? Вӑл ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ, хӑватлӑ аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытнӑ, хӗрарӑмсемпе тем ҫинчен хӗрсе кайсах калаҫать, сӑмса кӑкӗ тӗлӗнче вӗҫме-вӗҫех тенӗ пек сыпӑнса пӗрлешнӗ тӗксӗм хура куҫхаршийӗсене шӑмартса пӑхать. Лайӑх шӑмма кӑшласа пӗтерме кирлӗ чухлех нумай вӑхӑт иртнӗ; кӑшкӑрни илтӗнмен урӑх. Нина Капитоновна сӗтеле сиктерчӗ те, Николай Антоныч ан ӳктӗр тесе, унӑн хулӗнчен пырса тытрӗ. — Манӑн савнӑ хӑнасен сывлӑхӗшӗн! — тенӗ хуҫа, тепӗр бутылка пуҫласа. Ку тӗлӗшпе мана Карл Иваныч хӑвӑрт лӑплантарчӗ. Халӑха тӗрӗс ҫул ҫинчен ан пӑрса яр! Тин каҫ пула пуҫланӑ пулин те Санин киле кӗресшӗн пулмарӗ. — Аван. Эпӗ проводник (ҫул кӑтартакан ҫын) тупма тӑрӑшӑп, — терӗ пичче. «Ан лектӗрччӗ ҫеҫ!» — тет вӑл хӑй ӑшӗнче сайра-хутран. Виҫҫӗр ҫула ҫитет. Пуртӑллисем типӗ туратсемпе йывӑҫсем вакласа кӑвайт хучӗҫ, ӑна чӗртсе ярасси ҫеҫ юлчӗ. Эпир почтӑна кӗрсе тухӑпӑр, унтан пирӗн пата, Джемма сире питӗ хавас пулӗ! — Е тата вӑл упӑшки те мар пулсан? Сен-Жером ун пек мар, вӑл хӑйне ӑслӑ учитель пек кӑтартма юрататчӗ; усӑ пултӑр тесе мар, ытларах хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарасшӑн кӑна айӑплатчӗ пулас вӑл пире. Тен, эсӗ илтместӗн пулӗ? — Ҫапла-а, — шухӑшлӑн тӑсса каланӑ хӗр, — апла пулсан, эс ӑна юрататӑн иккен… Ан тив, ятлаҫтӑр! Ку ӗҫ пӑчӑпа аптрамалла пулин те питех те Джонни кӑмӑлне кайнӑ. Ун чухне вӑл ҫамрӑк пулнӑ-ха, ун пуҫне ҫавӑн чух юмахри пек тӗлӗнмелле тӗрлӗ шухӑш ҫавӑрнӑ. Вӗсем пирӗн тӑшмансем пулас?.. Сире тактикӑна вӗрентмен-им вара? Икӗ утӑм ярса пуссанах, Артём пуҫхӗрлӗ чикӗнсе кайрӗ те ҫӗр ҫине лапах тӑсӑлса выртрӗ. Халӗ, шӑпа ҫапла килсе тухнипе, крайри ял хуҫалӑх управленин агрономӗ пулса тӑтӑм. Дегустаторсем ӗҫмеҫҫӗ, чӑннипе каласан, эрехе вӗсем чӑмлаҫҫӗ. — Шухӑшсем вӗсем пыйтӑсем пекех, вӗсене шутласа кӑлармалли ҫук, — теҫҫӗ ваттисем. Кам пулма ҫӑмӑлтарах, кашниех ҫавӑ пулма тӑрӑшать. Пӗр лутрарах та лӑстӑр-ластӑр чӑрӑш айӗнче ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ҫын выртать. Дантонпа Робеспьер, эсир куратӑр ӗнтӗ, эпӗ сирӗнпе килӗшес тесе пӑртак каялла чакатӑп. Ҫакӑнтан мӗнле вывод тумалла-ха? Ҫавна пӗлме йывӑрах пулман. — Эпӗ тӳррипе калатӑп. Кӑнтӑр апачӗ нӑкӑ та техӗмлӗччӗ. Пӗр шухӑш пур ун, кукшан… Ырӑ ҫын пулсамӑр маншӑн, манӑн аннем ӗмӗр тӑршшӗпех сирӗншӗн пурне те тума пултаракан турра кӗлтӑвӗ». Эсир ҫынна салтак тума пӑхса ҫитӗнтересшӗн, эпӗ ҫынтан гражданин тӑвасшӑн. Кухняри тӗттӗм кӗтеселле пӑхса илчӗ те, вӑл хӑйне мӑннӑн тытса, куҫхаршийӗсене пӗрӗнтерсе лартрӗ, ҫӑрине уҫрӗ, арча хупӑлчийӗ вӗри пек вӑл ӑна вӗрсе илчӗ, вара уҫрӗ те темиҫе мӑшӑр кӗпе-йӗм кӑларса хучӗ. Марийка пӗлет: ютшӑнасси вӑл Андрей пӗтнӗ пирки пуҫланса кайман, халь вӑл унсӑрах, ҫав сӑлтавсӑрах, ҫак килшӗн ют, ытлашши ҫын пула пуҫларӗ. Тӑмсай!.. Кашкӑр килӗшмест. Санин хут татки илсе — ун ҫине: «Ан пӑшӑрханӑр, ман хаклӑ тусӑм, тепӗр виҫӗ сехетрен эпӗ сирӗн патра пыратӑп — вара пурте паллӑ пулӗ. Лапчӑтса хунӑ пекех хускалмасӑр выртрӗ вӑл, вара сасартӑк такам ахӑлтатнӑ пек туйӑнчӗ ӑна; вӑл аран-аран куҫне уҫрӗ, ҫунса пӗте пуҫланӑ ҫурта ҫути унӑн куҫӗсене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех ыраттарчӗ… Кунсӑр пуҫне Йудейӑпа Израилӗн нумай-нумай хӗрне юратнӑ патша. Станицӑран тухнӑ чухне утланса ларасшӑн пулчӗ, анчах утланаймарӗ: йӗнер пускӑчи ҫине пусма хӑтланса тӑватӑ хутчен хӑрах урине ҫӗклерӗ, кашнинчех ӳсӗр пек сулӑна-сулӑна илсе йӗнер ҫумӗнчен татӑла-татӑла анчӗ. Нимӗнле улшӑну та пулман ун пурӑнӑҫӗнче; хупаха кӑна, ытти чухнехи пек мар, час-часрах кӗркелесе ҫӳреме тытӑннӑ вӑл: праҫник ҫитнӗ пек туйӑннӑ ӑна; ҫитменнине тата вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан ҫынсемпе паллашнӑ. Ман шутпа, вӗсене эпир йӳне сутрӑмӑр. — Мӗне кирлӗ вӑл мана халь? Вӑл, тискеррӗн пӑхкаласа, каялла чакрӗ, хӗҫҫине йӗнни ӑшне чиксе хучӗ те, тӳрем ҫӗртех темиҫе хутчен такӑнкаласа, лаши патнелле утрӗ. Пӗр ҫичӗ ҫул каялла кайса килнӗччӗ унта, киле ӗнтӗ, Тима. Ачасем илсе килнӗ сахӑра Варя, вӗттӗн вакласа, шурӑ хурӑн хуппи ҫине хурса пачӗ. Пӑшалӗ начар, пеме юрӑхсӑр, патронӗсем ҫук, йӗлтӗрӗсем те начар. Юлашкинчен ӑна сехӗрленӳрен паллӑ виҫе таран хӑтӑлма май килчӗ. Пурте сивӗ, тӗттӗм, пулас инкеке систернӗ пек пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн тата географи карттисем юлчӗҫ. — Сывлӑх сунатӑп, Николай Антоныч! Ку айӑпсӑррисем партизансене пере-пере пӑрахӗҫ, лешсем, айӑплисем… Зубов хӑй ҫине тапӑнассине кӗтмен пулнӑ, вӑл епле аллине ҫӗкленӗ — ҫаплах хытса ларнӑ. Вара ответ тытатӑп эпӗ! — Большевик-и вӑл? — ыйтрӗ Квейс. Анчах Женя ҫакна урӑхларах ӑнланса илчӗ: тӑшман карапӗсем прожекторсемпе хыпашлаҫҫӗ-мӗн ӑна, вӑл вара вӗсемпе тытӑҫса илме шут тытрӗ. Вӗҫекен состава аэродрома пухнӑ, тул ҫуталсанах вӗсен хӑйсен машинӗсемпе кунтан вӗҫсе каймалла пулнӑ. Чӑнах, мӗнле тапранса тухтӑр-ха вӑл ҫакнашкал вӑрӑм ҫула, вырӑн ҫинчен тӑма та йывӑра хуракан ҫын? Сиртен эпӗ хӑвӑршӑнах сиенлӗ пулма пултаракан сӑмахсене ыйтса пӗлесшӗн мар. Паганель старике пампассен тӑрӑхӗпе ҫул ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ, хӑйӗн мӗнпур калавне вӑл кунти индеецсем ӑҫта кайса кӗни ҫинчен ыйтнипе пӗтерчӗ. Юлашкинчен ҫитрӗҫ, ҫенӗкпе пӳрт алӑкне яриех уҫса пӑрахса, ахӑлтатса кулса, миххе пӳрте ҫӗклесе кӗчӗҫ. Ӑна унта та кунта выртакан тутӑхса ларнӑ арканчӑк ҫар техники те, грузовик халь ҫеҫ кӗмсӗртетсе иртнӗ чух курнӑ тӗппипех ҫунса кайнӑ ял та, совет самолёчӗн ванчӑкӗсем те — лучӑрканса пӗтнӗ кӑвак алюминин пӗчӗк купи, кӑшт аяккарах выртакан мотор пайӗ, хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ тата номерлӗ хӳре татӑкӗ те — тӗлӗнтермен, анчах ҫамрӑк йӗкӗт вӗсене курсан хӗрелсе, хумханса кайрӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗпе пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, ҫамрӑклӑх кӑнттамлӑхне пӑхмасӑрах, шӑмшакпа ӑс-тӑнӑн пысӑк вӑйне палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑнтах, — тет, тархасшӑн, приказ килчӗ: тем пулсан та илмеллех. Кун пирки эпӗ юханшыв тӑрӑх анаталла кайсан та илтрӗм, ҫавӑнпа килтӗм те. Унӑн эхинококсем пуртӑр? Эп каласа кӑтартнине пӗтӗмпех манса кай, тархасшӑн. — Кранне хупӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ майор, вара икӗ матроспа пӗрле шӑтӑка тӑпра тултарчӗ. Ҫакна курсанах Паганель таран шухӑша кайрӗ, унтан шӑл витӗр:— Ҫапла, ҫапла… — Ҫапла, урӑх нимӗн те тӑвайрас ҫук эпир, — терӗ Паганель. Эпӗ: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк»… тесе вулатӑп. Манӑн ят список ҫине лекмен. Ирхинехи уҫӑ нӳр вӑрманта та типсе ҫитрӗ, вӑрӑмтунасем, пӗлӗт пек хӗвӗшсе, пит-куҫа, ҫан-ҫурӑма тата алӑсене пӗтӗмпех хупласа илеҫҫӗ. — Пӗтӗм историпе. Асар-писер ӗҫкӗ-ҫикӗсен авӑрӗнче ашкӑнуллӑ ҫуйхавпа пӑлханакан, хӑйсене хӑйсем манас тесе тӑрӑшакан ҫурма ӑспала тӑрса юлнӑ ҫынсем хушшинче пӗр Саша ҫеҫ яланах пӗр тикӗс, лӑпкӑ пулнӑ. Кашни минутра тенӗ пекех, повозка лӑнк-ланк! тукаласа сиккелесе пырать. Хӗрача ӑна каллех тӗртсе ячӗ, анчах малтанхи пек ҫилленсех мар. Воропаев Ленӑна ыталанӑ, йӑл кулса, вӑхӑтран-вӑхӑта вӑл ун ҫине пӑха-пӑха илет, унӑн куллине хӑйне кирлӗ пек пӗлтерӗш парса, Лена та ун ҫине савӑнӑҫлӑ пӑхать. Хӑйӗн министрӗсене хӑй мӗн тунинех тутарттарма ӳкӗте кӗртес пулсан, король пӗтӗм тӗнчипе аслӑран та аслӑ ҫын пулса тӑнӑ пулӗччӗ, анчах унӑн министрӗсен кашниннех контингент ҫинче ҫӗрсемпе ҫурт-йӗрсем пуррипе тата фаворит хӑйӗн вырӑнчех юлассипе юлас марри ҫинчен иккӗленсе тӑнипе вӗсем ниепле те хӑйсен ҫӗршывне пӗр ҫынна пӑхӑнтарса тӑма килӗшесшӗн мар. Халӗ тархасшӑн мӗскӗн хӗре, хӑвӑн гусарусем хӑратса пӗтернӗскере, лӑпланма пар. Пире чи лайӑх сатирик кирлӗ. Ӑҫтан илес-ха ӑна? Кураҫҫӗ козаксем: ҫул тӳрӗ пымасть, кукӑр-макӑр чӑсӑлать, айӑккинелли нумай пӑрӑнать. Акӑ, Ленӑҫӑм, эпир иксӗмӗр вилсе кайӑпӑр, вара пиртен ҫакнашкал чул ту та, ҫакӑн пек веллингтонисем те, йӑпӑх-япӑх шыв пӑрӑхӗ пулин юлмӗ, кӗвӗҫтерет мана ҫак ятсӑр несӗл… Фома, пукан ҫинче ларакан ашшӗ патне пырса, икӗ чӗркуҫҫи хушшине тӑнӑ. Темшӗн вара пӗлместӗп, анчах ҫав сӑмахсене эпӗ пит асра тытса юлтӑм, пуринчен ытларах мана икӗ сӑмах пӗрле ҫыпҫӑнса тӑни: «тӗрӗссипе каласан» тени кӑмӑла карӗ; эпӗ вӗсенче вӑй пуррине туяттӑм, — нумай хуйхӑ кӑтартрӗҫ мана вӗсем, кулӑшла хуйха. Анчах та выҫнӑ хырӑма нимӗнпе те улталама ҫук; пӗрмаях кышласа ҫӑтса пынӑ ҫамрӑк чӑрӑш хупписем те» хурӑн кӑчки те, шӑл хушшине ларса ҫилӗм пек тӑсӑлакан пулнӑ сӗткенлӗ ҫамрӑк ҫӑка хуппи те ӑша лӑплантараймасть. Пирӗн хуҫа пиччене Исланди ҫӗршывӗн карттине парса питех савӑнтарчӗ. Ку картта Гендерсон карттинчен тӗплӗрех те туллирех. — Эпӗ те ҫавнашкал ашаках, сэр, — тесе хирӗҫлерӗ ӑна капитан. Ун пек калаҫмалла мар! Ялан гуигнгнмсемпе хутшӑнса ҫӳренипе тата вӗсене пӑхӑнса пурӑннине, эпӗ майӗпенех вӗсем евӗрлӗ утма, ҫан-ҫурӑма вӗсем пек хускатма хӑнӑхса ҫитрӗм, ҫаксем вара ман йӑлана кӗрсе юлчӗҫ. Эпӗ ҫутта аллаппипе хупласа ун ҫине пӑхрӑм. Унӑн сӑмси шап-шурӑ шуралса кайнӑ. «Принц» тени вӗт… — …«хӑравҫӑ» тенипе пӗрех. Пӗччен юлса майор, яланхи пекех, тӗтӗм мӑкӑрлантарса, хӑйпе хӑй калаҫма пуҫларӗ. Ньянгвере Камерон лейтенант кӑткӑ йӑвисем нумай ларакан вырӑна пӗрре кӑна мар ҫын пурӑнакан вырӑн тесе йӑнӑшнӑ. Аппарат тӗлӗнче ларакан чӗр чун айккинелле куҫрӗ, кактус тӗмӗсен хушшинче сиккелет, картах тепре сиксе ҫурхахлӑ вӑрӑм ҫунаттисене сарчӗ, шӑтӑртатса ҫӗкленчӗ, унтан, ҫур ункӑ туса, ҫынсем ҫийӗн ҫӳлелле вӗҫсе улӑхрӗ. Анчах та йӗкӗт офицера хирӗҫ мӗн те пулин калама ӗлкӗриччен, шофер ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ те, машина, кузовӗпе хӑлтӑртатса, лапамалла ыткӑнчӗ. Вара эпир ун кабинетне кӗретпӗр те, вӑл мана астуса илнипе хам тата ытларах вӑтанса, ӑна калама пуҫларӑм… Урӑх пирӗн калаҫмалли те ҫук, — сывӑ пулӑр! Эсӗ те кӗр, Яков Лукич, эс мана кирлӗ пулатӑн. — Грушницкий ун ҫине ҫилленет, мӗншӗн тесен вӑл унран княжнана туртса илнӗ, — терӗ тахӑшӗ. Ҫак хумсем ҫинче шыв юхӑмӗпе кӗрешме май ҫукки паллах ӗнтӗ. Эпир вара пӗр пысӑкрах айсбергӑн ҫил тивмен енне тӑтӑмӑр, ун ҫине хӑпарса кайрӑмӑр, кимме те сӗтӗрсе хӑпартрӑмӑр. Китайски ретсем те шухӑшласа кӑларӗччӗ. Юрать. Эпӗр пӗр яла пырса кӗтӗмӗр, йывӑҫ чиркӳре ҫутӑ курӑнать. Ну, халь вара вӑрмана ҫӗнӗ улпут сутӑн илнӗ пулать те, вӑл темле шурлӑхсене типӗтесшӗн имӗш. Тепӗр ҫыру-и? «Халь унта Болгари», тесе хушса хучӗ вӑл, пуҫӗпе Елена ҫине кӑтартса. Ҫӑра йывӑҫ ҫулҫисем витӗр унта-кунта вӑрӑм сӑнӑсем пек ҫутӑ пайӑркисем тӑрӑнчӗҫ. — Атя каялла Липинцӑна… — Тен, вӑл амӑшӗ ҫинчен мӗн те пулин пӗлнӗ. Ку вара унӑн хӑйне хӑй вӗлермелли сӑлтав пулса тӑнӑ, тен, пачах Карди сутӑнчӑк пуп вӑрттӑн пӗлтерни те мар, — терӗ Мартини, чӗрене пусармалли ҫак пӗртен-пӗр сӑлтава илсе. — Пӗр иккӗленмесӗрех пырса кӗрет! — терӗ Гаррис. — Вӑл ӑслӑ, анчах унта кӗтекен хӑрушлӑха тупса илеймӗ вӑл. Хӑварнах пулӗ-ха. Пирӗн паян иккӗмӗш бригадӑна тырӑ парса ямаллаччӗ. Вӑл икӗ аллипе те ман алӑсенчен ярса тытрӗ, пырне вӗҫертесшӗн тӑрӑшрӗ, эпӗ ҫакна ҫеҫ кӗтнӗччӗ пулас — кинжала мӗнпур вӑйран сулса ятӑм та ӑна сулахай айӑкран, аяк пӗрчинчен аяларахран чикрӗм. Эсир пӗлетӗр, полк командирӗ куна ҫав тери юратмасть. — Урӑхла нимӗнле те каҫма май килмест-ши? — тесе ыйтрӗ боцманран Гленарван. Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, епле пулсан та укҫа нумайрах пухма ним курми-илтми пуличчен тӑрӑшаҫҫӗ, анчах кайран — укҫисене ҫунтараҫҫӗ, вӗсене аскӑн хӗрарӑмсен урисем айне ывҫи-ывҫипе сапаҫҫӗ? — Мӗн пулнӑ сана паян? — ыйтрӗ сасартӑк Олеся. Ҫак вӑхӑтра ку ҫын патне темиҫен чупса пычӗҫ те ӑна ватӑ ҫынпа, проповедникпе, кӑмӑллӑрах калаҫма ыйтрӗҫ. — Вула! — Ҫакна вара илтӗнмеллех каларӗ вӑл, мана тӗртесшӗнччӗ пулӗ те… Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн? — Санӑн аннӳ аван, хастар! — терӗ васкаса Воропаев, ачана лӑплантарас тесе. Вӗсен куҫӗсем ҫинче шанманлӑх палӑрнӑ. Мустанг тата пӗр ик-виҫ хутчен хӑй ҫинчи ҫынна ывтӑнтарса яма хӑтланса пӑхрӗ, анчах ҫынни ҫивӗч пулнипе кашнинчех унӑн парӑнмалла пулчӗ. «Ав мӗнлескер эсӗ!» терӗ вӑл ун ҫине пӑхса савӑнӑҫлӑн, унтан Умански куреньри козаксене хӑйӗн ывӑлне атамана суйласа чыс тунӑшӑн тав тума пуҫларӗ. — Кам тесе шутлатӑн эсӗ? Ученӑйсенчен чи опытли те нумай вӗренни опыт туса ирттерме, хӑйне, ирӗк памашкӑн ыйтнӑ. Унӑн пиншакӗпе йӗмӗ мӗн тӗслӗ пулса кайнине курсан, мӑнаккӑшӗн Тома уявра ӗҫлеттерес тесе шухӑшланӑ шухӑшӗ алмаз пекех ҫирӗпленчӗ. Рыбин вӗсем патне пӗшкӗнчӗ те тулли кӑмӑлпа калаҫма тытӑнчӗ: — Сахал мар илсе килнӗ, — пӑх-ха эсӗ! Сирӗн вара вырӑссенчен чи пуянни, тет. Паллах, монсиньор Монтанелли халӗ сӑмсине каҫӑртнӑ. Унӑн святейшестви чухне, вилнӗ папа вӑхӑтӗнче, вӑл хӑйне йӑваш тытатчӗ, халӗ, куратӑр ӗнтӗ, епле пысӑк пуҫлӑх пулса тӑчӗ. Унтан вара лейтенант тухса каларӗ, пирӗн вӑхӑтра вӑл темле пиллӗкмӗш класра вӗренетчӗ пулас. Халӑх умӗнче ҫапах та аван мар. Мӗншӗн?! Ҫав инҫетри района та кӑтартрӗ вӑл. Анчах ыттисем иккӗшӗ ку шухӑш тӗрӗс маррине кӑтартса пачӗҫ. Ҫавӑн чух вӗсем ман ӳт-пӳ пайӗсем пурте ҫитӗнсе ҫитнине, эпӗ ӗнтӗ нумай ҫул хушши пурӑннине кӑтартрӗҫ, ҫакнах тата вӗсем лупӑпа уҫҫӑнах куракан ман сухал та пит витӗмлӗ кӑтартать. Вӑл вара Аркату бухтинчен (бухтине ҫавӑнтанпа ҫапла ят панӑ) тухса кайнӑ, ҫурҫӗрелле Ика-на-Маорин ҫурҫӗр енчи вӗҫӗ курӑнакан пуличчен хӑпарнӑ, вара январӗн 5-мӗшӗнче якӑр ҫине тӑнӑ. — Наҫилккине ҫӗклесе илсен, вӑл тата тепӗр сӑмах пит уҫҫӑн каларӗ: — Хӑтартӑн. Пантелей ассӑн сывла-сывла ярать, урисем ыратни ҫинчен ӳпкелешсе калаҫать, час-часах сӗмсӗр, пуҫсӑр вилӗме асӑнать. Йӑмӑк пур, йӑмӑк та ун пекех. Томпа ун юлташӗсене тавар илекенсене кӑтартса ҫӳрерӗҫ. Эпӗ те ӑна ҫав тӗлӗшрен вӑй ҫитнӗ таран пулӑшаттӑм, мастерской эпир мӗн хӑтланнисене, ялан тенӗ пекех ним хӗрхенӳсӗр усаллӑн хӑтланнисене пӑхса хӗпӗртесе кулатчӗ, анчах та пире систерсе калатчӗ: — Тӗл пулать сире, ачасем! — Калатӑп-ҫке, пиллӗкмӗш кун выҫӑ ҫӳрерӗм, е ҫӗрӗк кӑшкарути ҫикелесе, е пӗлтӗрхи типӗ терновник ҫырлисене тупкаласа кӑна пурӑнтӑм… — Паша, мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ, пуҫне усса. Иккӗмӗш боцман, Израэль Гэндс, питӗ тӑрӑшакан ватӑ та опытлӑ моряк пулчӗ, ӑна кирек мӗнле ӗҫ те шанса пама пулатчӗ. Эсир колхоз ӗҫӗпе пулӗ-ха? Илсе кайнӑ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче вӑл амӑшӗ патне тухса кайрӗ. Часах Давыдов урӑх хваттере куҫнӑ, ҫакна Лушка пӗлнех ӗнтӗ, анчах ун хыҫҫӑн та вӑл килӗшме шутламан. — Арӑмупа аван пурӑннӑ, курӑнать… — тенӗ вӑл. Нимӗн усси те. Кунсӑр пуҫне тата, каларӑм ӗнтӗ, вӗсем чӑн-чӑннисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмаҫҫӗ-ҫке. Вӑл, ҫав ученӑй, сехечӗ-сехечӗпе ман шӑнӑрсене туртса тӑпӑлтарчӗ, калаҫать те калаҫать, эпӗ унӑн шухӑшӗсене мар — сӑмахӗсене те ӑнланмастӑп. — Робинзон тухтӑр вилет пулсан, ҫакӑнса тӑмалли пулать пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. — Ҫук, ҫук! Эпӗ никама та калас ҫук: ан та шухӑшла. Арҫын пуҫне хӑй майлӑ ҫавӑрсан ҫеҫ хӗрарӑм хӑй мӗн ӗмӗтленнине пурнӑҫлать, ҫавӑн чухне ҫеҫ вӑл телейлӗ. — Эпӗ Федьӑна паллатӑп. Кунта нумайӑшӗ ҫавӑн пек тумланса ҫӳреҫҫӗ. — Тӗрлӗрен ҫынсене пӗр ҫӗре хӑваласа, пурне те пӗр шухӑш туянтараҫҫӗ пулсан, ҫакна пирӗн — аван, ӑслӑ япала темелле… — Ну, калӑр-ха эсир, — терӗ вӑл малалла, ман еннелле ҫавӑрӑнса: — мӗн тӑвас тетӗр-ха эсир хурӑнташ-тӑвансемпе? Хӑйӗн калавне вӑл кондуктор тухса кайсан тин малалла калама пуҫларӗ. Анчах эпӗ каялла таврӑнсанах, вӑл манпа малтанхи пекех, те илӗртсе, те шӑл йӗрсе калаҫма пуҫларӗ, хулпуҫҫирен лӑпкарӗ, мана, эсӗ аван ача, сана эпӗ часах юратса кайрӑм, — терӗ. Анчах Германире тахҫантанпах пурӑннипе госпожа пӗтӗмпе тенӗ пекех нимӗҫленнӗ ӗнтӗ. — Пит аван! — терӗ шурӑ папаха тӑхӑннӑ лутрарах кӑна пӗчӗк казак, картиш енчен Оленин патне ҫывӑхах пырса, — эпӗ куртӑм, пит аван! Вӗсем питӗ аван та лӑпкӑн пурӑннӑ: пӗр-пӗринчен нихӑҫан та уйӑрӑлман, кӗнекесене пӗрле вуланӑ, тӑватӑ алӑпа пӗрле фортепьяно ҫинче вылянӑ, дуэтсем юрланӑ. Вӑл хаяр, турккес, хӑюллӑ, славянсен ӗҫне чӗререн парӑннӑ ҫын. Капсюль лартнӑ пулсан вара?! Унта чӑн-чӑн службӑра пулатӑн, дисциплинӑна вӗренетӗн. Лармалли вырӑн пит аял пулнӑран, Стумпӑн чӗркуҫҫийӗсем унӑн янахӗ тӗлнех пырса тӑчӗҫ, вӑрӑм пӑшал кӗпҫи, сӑнӑ пек, ун пуҫӗнчен темиҫе фут ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Анчах Лушка, мӗнле пуҫланӑ, ҫавӑн пекех кӗтмен ҫӗртен сасартӑк кулма чарӑнчӗ, урисене тӑсса хучӗ те, алтупанӗпе пӗҫҫисене тата хырӑмне шӑлкаласа, кӑштах хӑйӑлтатакан пулнӑ телейлӗ сассипе, шухӑша кайса, ҫапла каларӗ: — Ытла та ҫӑмӑл пулса кайрӗ-ҫке мана халь!.. — Православнӑйсем… Елена Николаевна, эсир мана ҫиленместӗр-и? Пурте вӗреннӗскерсем эсир! — хальхинче ашшӗ, тӳсеймесӗр, хӑй тарӑхне пӗтӗпех ирӗке кӑларса ячӗ: — Ав, санӑн мӑшӑру та пӗрмай ҫухӑрать, карташӗнчен тухса тар хӑть! Кашни чӑштӑртату вӗсен чӗрине чӗтретсе илнӗ, хулленрех таптарнӑ. Нихӑш негр та Соломона аплах хӑртман-ха. Большевиксем никам умӗнче те, нихӑҫан та чӗркуҫленсе тӑман, малашне те нихӑҫан тӑрас ҫук, факт! Вӗсенчен пӗри Шерборна линчламаллаччӗ терӗ. Кавна сӑмсахӗнче маориецсен ялавӗ варкӑшать, эпир тухнӑ тусем унтан инҫе те мар. Ҫутҫанталӑка вырӑнтах тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе минералогсем нихӑҫан та ҫакӑн пек паха условисенче пулман-ха. Дю-Буабертло вара:— Салтаксемпе матроссем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Мӗнех пултӑр-ха вара уншӑн? — Хӑйне валли мӗншӗн ҫурт лартман-ха вӑл? — пӳлсе ыйтрӗ Лена. Вӑл салтака та, унпа калаҫнине те манса кайнӑ пек. Андрей сивӗрех тӑпра муклашкине ывӑҫ тупанӗ ҫинче тыткаларӗ те, пӳрнисене хуллен хӗссе, ӑна лапчӑтса пӑрахрӗ. Людмила, пуҫне хӑвӑрт ҫӗклесе, ун ҫине ачаш куҫпа пӑхрӗ те:— Эсир хӑвӑр ҫинчен каламастӑр! — терӗ. — Мӗн эсӗ кунта? Анчах ку вӑл урӑхла пулма та пултарайман вӗт. — Йӗрӗнмелле ӗнтӗ, кунпа килӗшетӗп, анчах унӑн тӗлӗнмелли енӗсем те пур. Кунсӑр пуҫне вӑл ҫӗр ҫинче те Австралинче кӑна пурӑнать, — тесе хучӗ Паганель. — Эх, пуш хир, — терӗ Гусев кимӗ патӗнчен пӑрӑнса. — Юрать ӗнтӗ, вырӑнӗ юрӑхлӑскер. — Ху-ул-ленрех, — асӑрхаттарнӑ вӗрентекен, ӗшенчӗк куҫлӑ сарӑхнӑ питне чирлӗн пӗркелентерсе. — Ҫапла, пурччӗ, ӑна эпӗ те асӑрхарӑм. Тӳпе ывӑлӗсенчен нумайӑшӗ вилнӗ хальлӗнех ӳкет, нумайӑшӗ чул хысаксенчен ҫапӑнса, Кӑнтӑр океанра путса вилет, анчах ытларахӑшӗ Тума ҫине тӗрӗс-тӗкел анса ларать». Карап ҫинче мӗнле те пулин кӑпшанкӑ пурах тесе шутласа… — Ҫук, Бенедикт пичче, эсир кунта ним те тупаймастӑр, — татрӗ ун сӑмахне Уэлдон миссис. — Чӑнах ҫав, Джон, — терӗ Элен. Авалхи кӗнеке ӑшӗнче тахҫантанпах выртнӑ кивӗ документ уншӑн пулсан, паллах ӗнтӗ, питех те паха пулмалла. Лӑп та шӑп акӑ кантӑкран та ҫутӑ курӑнчӗ. Чӳрече карри тӗлӗнчен такам иртсе кайрӗ. Балкон ҫинчисем пурте шарт сиксе ӳкрӗҫ; ачи те пӗр-икӗ секундлӑха шӑпланчӗ. Ҫулла вӑл ҫӑра сарӑ пӑс кӑларса тултарать, ун ҫинчен слободкӑна сивчир саракан вӑрӑмтунасем пӗлӗт пек капланса вӗҫеҫҫӗ. Ӑна Яков хӑйӗн тетӗшӗ патӗнче пулнӑ чух Миронпа унӑн тусӗ — сапаланчӑк, пӑлхануллӑ Горицветов хушшинчи вӗҫӗмсӗр тавлашусене хутшӑнманни кӑмӑла кайнӑ. Киша халех ҫывӑрма кайма хушнӑ, ҫав тери чӑрсӑрланнӑшӑн пачах та какай пама пӑрахассипе, хӗнесе чӗп-чӗрӗ юн тӑвассипе хӑратнӑ. Вӑл хӑй кирлӗ мар ӗҫ тунине астуса илчӗ те ҫырнине хуратрӗ, хӑй ҫемҫешке пулнӑшӑн хӑй ҫине ҫилленсе кайрӗ, анчах тӳсеймесӗр ҫав ята тата ҫырчӗ, унтан каллех хуратрӗ, хӑйне илӗртнинчен хӑтӑлас тесе, юлташӗсене шырама танккарӗ. — Нимӗҫсем-и?! — Хӗнес тетӗн-им? — вырӑнтан хускалмасӑр, куҫне сиктермесӗр ыйтнӑ арӑмӗ. Е — ку ӗнтӗ тата йывӑртарах пулӗччӗ — ӑна тӑрук кӳрентерсе пӑрахас мар, тесе, унпа пӗр-ик сехет калаҫӗ те, кайран сиввӗн мӗн те пулин каласа хурса, сывпуллашса кайӗ. Ӑнланатӑр-и, этемӗн тӳсӗмлӗхне пула анчах пурӑнатӑр эсир! Павел куҫӗ умӗнче симӗс ҫулӑм курӑнса кайрӗ, хӑлхара аслати пек кӗрлесе илчӗ, пуҫа хӗртнӗ тимӗрпе пӗҫертнӗ пек пӗҫертсе ячӗ. Мӗскер тӑвасшӑн пулнӑ-ха Оленин, кун ҫинчен вӑл татӑклӑн нимӗн те калама пултараймарӗ, анчах ҫапла пӗр нимсӗрех, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула ҫеҫ, пӗр палламан ҫынна ӑна хӗрӗх монета тӑракан лаша парнелеме пултарать, тесе вӑл шутлама та пултарайман. Ҫакӑ вӑл, тӗрӗссипе, Татаринов капитана хӑйне те, таврӑннӑ пулсан, тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ пулӗччӗ… Шӑлсем шарт турӗҫ. Макар Щукарь мучипе кӑмӑллӑн калаҫса уйрӑласшӑнччӗ, мӗншӗн ӑна партие илме май ҫукки ҫинчен йӗркеллӗн ӑнлантарса парасшӑнччӗ, анчах та Щукарӗ ҫапла калаҫма пуҫласан, чӑтӑмне ҫитереймесӗр тӳрех лаплаттарса хучӗ: — Шуйттан патне кай, ватӑ йӗкел! — Ҫаксене пурне те пӗрлештерсе ҫакна калатӑп эпӗ, — терӗ Джон Мангльс: — дикарьсен аллине кӑна ҫакланмалла мар! — Сысна! Эсӗ никама систермесӗр Нанкона кунта чӗнсе кӑларӑн-и? Килтӗр-ха вӑл кунта, манӑн унпа курса калаҫмалла. Матрос ӑнланаймасӑр пӑхрӗ ун ҫине. Ӑҫта кӑна пӑхмастӑн, алӑксене пур ҫӗрте те хупа-хупа лартнӑ. Кун пек чирлӗ ҫынна пӑхса тӑраканӑн пуҫа ҫухатма та пулать! Анчах та Иван Иваныч ҫухатмарӗ! Ҫанталӑк шӑрӑхчӗ, пӳлӗм чӳречине уҫса хунӑччӗ, ман пысӑк ещӗкӗн чӳречисемпе алӑкне те уҫса хунӑччӗ, — эпӗ сӗтел хушшинче шухӑша кайса ним хуйхӑсӑр лараттӑм; сасартӑк эпӗ такам чӳречерен Глюмдальклич пӳлӗмне сиксе кӗнине сисрӗм. Ҫав тӳпе чӑтма ҫук хӑратать, вӑл питӗ илемлӗ те ачаш, хӑй патне илӗртсе туртать, ун ачашлӑхне пула пуҫ ҫаврӑнать. — Е дохтур-и эсӗ? Яков сӑн-пичӗ тата пӳрнисен хусканӑвӗ аттен юлашки сӑмахӗсем ӑна хытӑ савӑнтарнине палӑртрӗҫ. Ҫавна илтсен вӑл лӑпланать, мана канаш парать: — Эсӗ пӑрах-ха, ҫав кӗнекесем пурте суяҫҫӗ вӗсем, кӗнекесем! Тӗрме ҫынни пулас мар-тӑк хамӑр та нимӗн те вӑрлас ҫук, чи путсӗр, киревсӗр этем кӑна ахалех ҫаратса ҫӳреме пултарать». — А-а! — Секретарь ытлашширех каласа хурасран тытӑнса тӑчӗ, унтан, хулленреххӗн, малалла тӑсрӗ. — Кунашкал ӑнланупа эсӗ ҫителӗклех вут-шанкӑ касса тултарма пултаратӑн. Хама пуринчен ытла тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ сӑмахӗ те асӑмрах: «ҫапла пуль». Чунӑмҫӑм! Каи-Кумуна хирӗҫ тепӗр ҫулпуҫӗ тухрӗ, вӑл та Каи-Куму пекех пысӑк хисепре тӑрать пулмалла. Ку шарламасть, тавӑрса хунӑ суранне йодпа сӗрнӗ чухне хӗлӗх пек карӑнса выртать. Ҫак кун каҫ пулттипе Фомапа Ежов хӑмӑр питлӗ ҫынсен компанинче, хула хыҫӗнчи ката уҫланкинче, ларнӑ. Нумай пулмасть хӑйне пӑхма хушнӑ лашасене вӑл питӗ хӗрхеннӗ, ҫавӑнпа вӗсене бригадӑн хирти станне ҫитиех тенӗ пек йӑлӑхтарса ҫитермелле лӑпкӑ уттарса пычӗ. Эпир култӑмӑр, ахӑлтатрӑмӑр, ҫухӑртӑмӑр… Ҫул хӗрринчи хӗрес, ҫӑм лавӗсем, ирӗк ҫеҫенхир, вут тавра ларакан ҫынсен пурнӑҫӗ-шӑпи — ҫаксем хӑйсем тӗллӗн кӑна та мӗн тери юмахри пек илемлӗ, хӑрушӑ, ҫавӑнпа пулман япалан е юмахӑн арӑш-пирӗшӗ сисмесӗрех тӗксӗмленет, чӑн пурнӑҫпа варӑшса каять. Ку тӗлӗшпе ӑна час та часах тахҫан-тахҫанах илтнӗ е вуланӑ такамӑн кулӑшла сӑмахӗсем аса киле-киле тӑчӗҫ: этем ӗмӗрӗ темӗнле «люстрӑсене» пайланать иккен — кашни люстринчех ҫичшер ҫул, — ҫав пӗр люстра хушшинче этемӗн юнӗпе ӳт-пӳ тытӑмӗ те, шухӑшӗсемпе туйӑмӗсем те, кӑмӑл-хавалӗ те йӑлтах улӑшӑнать-мӗн. Эп хам та чӑнкӑрмак пулатӑп… кунта хӗҫ пулать, урара тапкӑчсем — чӑнкӑр, чӑнкӑр! Хулана хӑпарса канмалли ансӑр ҫул ҫинче хунар ҫуттисем йӑлтӑртататчӗҫ, пурне те витӗрех пӗлсе тӑраттӑм. Вӑрӑмтуна ҫыртса мар, чуптуса пулнӑ вӗсем. Егор чавсипе диван ҫине таянса ҫӗкленчӗ, пуҫӗпе сулса ӳсӗрсе илчӗ. Вӑл пушӑ ҫул ҫине пӑхса илчӗ те:— Эсир пӗр-пӗччен кайма шутлатӑр-и вара? — тесе ыйтрӗ. Ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнталлах лапӑстатма пултаратӑн! Вӑл кӑкӑрӗ ҫине, тӗлӗнтермӗш тискер кайӑкӑн ури ҫине аллине хучӗ: — Ӗнер эпӗ сире Атлантида мӗнле пӗтни ҫинчен каласа кӑтартма сӑмах панӑччӗ. Хӑй Оленин чӳречи патӗнченех картишнелле чӑмрӗ те хуҫасен чӳречи патне пырса тӑчӗ. Ҫӳҫӗ хуп-хура, шуралнӑ пӗрчӗсем пачах курӑнмаҫҫӗ; кӗҫҫеленнӗ мӑйӑхӗ те тӗм-хура. Власова халь хӑйне сывлама ҫӑмӑлтарах пулнине туйрӗ… — Мӗнле пырать сирӗн суту? — тесе ыйтнӑ Адриан. Улпут майрипе ачи тата ылтӑн куҫлӑхлӑ господин карлӑк патнерех пырса тӑчӗҫ, ыттисем мала пыма хӑяймарӗҫ. «Траншейӑра мӗнле-ши? — шухӑшларӗ Юргин. Ҫывӑрас умӗн вӑл буфетра нихӑҫан сӳнтермен лампадкӑллӑ турӑш умӗнче нумайччен чӗркуҫҫи ҫинче тӑратчӗ, — эпӗ ӑна черви тус пек алӑкри шӑтӑк витӗр кураттӑм, анчах буфетчик епле кӗлтунине ман курма пулмарӗ: вӑл йывӑррӑн сывласа илсе, сухалне якаткаласа, турӑшпа лампадкӑна пӑхса ҫеҫ тӑратчӗ. Академи эвакуаципе тухса кайнӑ, клиникӑсене вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсенчех госпитальсем тунӑ. Летчиксен шкулӗ Ҫулла. Ҫакӑ мана асаплантаратчӗ, эпӗ вара ҫиленсе:— Мӗн эсӗ, ӑҫта ларатӑн? — теттӗм. — Эсир мӗн пӗтӗ сысна амисем пек йӑванса выртатӑр? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл выртакансем ҫине. — Пӗлместӗп, анчах пирӗн кирек мӗн пуласса кӗтсех тӑмалла. Анчах ҫав ыйтусем айӗнче ывӑлне ҫав тери юратнӑ туйӑм, уншӑн ырӑ тӑвас килни, унӑн чӗри патне ҫывӑхрах пулас килни пулчӗ, ҫак туйӑм, вӑраххӑн сарӑлса, вӑйланса пычӗ. Джек кубиксене пӗр рете вырнаҫтарса лартрӗ те, куҫ харшине перӗнтерсе, хӑй шухӑшланӑ сӑмаха ҫырма кирлӗ кубиксене шырама пуҫларӗ. Виҫӗ эрне хушши ытла ӗнтӗ пӗр чарӑнмасӑр ҫумӑр ҫунӑ, шыв юхмалли канавсем тула-тула ларнӑ, сарайне шыв илсе лартнӑ. — Мӗншӗн малалла аталанмалла унӑн, этем йӑхӗн? — Эсӗ мӗнле партире тӑратӑн? Вӑрман хӑй ҫине тискер кайӑк пек сиксенех, Алексей нимӗн шухӑшламасӑр, выключателе пӑрчӗ. Ӑна тӑтӑшах миллиардсен миллиарчӗ чухлӗ микроб пысӑкӑш хӗлхемсем сапаласа тултарнӑ ҫӑра кӑвак тӗтре ӑшӗнче ишнӗн туйӑнса тӑчӗ. — Тархасшӑн, каҫару ан ыйтӑр, сеньор. Том, урока ӑшланас тесе, тем пекех тӑрӑшрӗ, анчах унӑн шухӑшӗсем салансах пычӗҫ. — Ҫук, — хирӗҫ пулчӗ Разметнов, — пуҫланӑ калаҫӑва пӗтерер, камӑн хӑш бригадӑна каймалли ҫинчен калаҫма ӗлкӗрӗпӗр-ха. Кӑнтӑрти Австралине океанӑн ҫыран хӗррисемпе тин ҫеҫ ҫыхӑнтарнӑ телеграфӑн юписем ҫулӑн тӑрӑшшӗпех тӑсӑлса пыраҫҫӗ. Аргентинӑн пампасӗсенчи пӗр евӗрлӗ тӳрем ҫӗрсенчен халлӗхе кунти ҫӗрсем сахал уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ-ха. «Чимӗр-ха, — терӗ Оксана: — атьӑр-ха, хӑвӑртрах ҫунашкасем илсе килер, ҫунашкапа туртса кайӑпӑр!» — Эсир кам пулатӑр-ха вара? Ҫак кунтан пуҫласа Инсаров вӗсем патне тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫларӗ, Берсенев — сайра хутра кӑна. Ҫак таҫти ҫырансене ахалех килсе ҫӳренӗ аслӑ чунлӑ ҫынсен чӗрисенче ӳкӗнӳллӗ хуйхӑ тулса тӑрать, пӳлӗмре шӑп, никам та пӗр сӑмах та чӗнмест, вара ҫак вӑхӑтра сасартӑк пӗр шанӑҫлӑ сас илтӗнчӗ:— Ӗмӗтӗре ан татӑр, сэр: Грант капитан вилмен пулсан, вӑл Австралинче пулма тивӗҫлӗ! — терӗ. Ун шӗвӗр пит шӑммисем сасартӑк палӑракан пулчӗҫ, куҫӗ, теме тӳсӗмсӗр кӗтнине пӗлтерсе, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса илчӗ. «Анчах ун арӑмӗ питех те пуян пулсан — темӗнле откупщик хӗрӗ теҫҫӗ ӑна — ман имение илмӗ-ши вӑл? Виктор Лещинский, Сёмка сӑмахне пит ӗненсех кайман пулин те, ҫапах Лиза ӑна интереслентерекен, ӑна илӗртекен хӗр пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ыран Заливанов сӑмахӗсем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине пӗлме шухӑш тытрӗ. Ардальон чышкипе хӑмсарса хӗрарӑма хӑваласа ҫитрӗ: хӗрарӑмӗ ун патне кӑкӑрӗпе ҫавӑрӑнса тӑчӗ; сӑнӗ-пичӗ унӑн хӑрушӑччӗ, куҫӗсем курайманнипе ҫунса йӑлкӑшса тӑратчӗҫ. Сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ, ҫил вӗрнипе йӗмпӗҫҫисем хӑпарса тӑраҫҫӗ. Мӗн кирлине пӗтӗмпех илтӗн-и? — Манӑн, ватӑ ухмахӑн, кӗтмеллеччӗ, айккинче тӑмаллаччӗ, Александр Анисимовича тӳрех ним те каламалла марччӗ, Вӗсем коммунистсене пусса ӳкерсен, хатӗр ҫӗре вара манӑн та пыма юратчӗ, капла ак — лекет-ха вӗсене пула ыратман пуҫа тукмак… — Яков Тарасович, шухӑша кайса, сухалне чӗпӗткелесе, куҫӗсене хӗссе пӑхса тӑна. — Тӗрӗс юрламастӑн, старик! Эх, Марка! — Старик ахӑлтатса кулса ячӗ. Кораблев ҫавӑн пек шухӑшлать. Вӑл лампӑна хӑшкасан, кӑмӑлу пур-и сан, ҫук-и, пурпӗрех ун патне пыма тивӗҫлӗ. — Акӑ мӗн тата, эпӗ хама хам вӗлересси ҫинчен шутламан та вӗт! — тесе ячӗ Гленарван. Эх, Фома! Мартини ним чӗнмесӗр унпа юнашар утрӗ. Ирӗксӗрех сывлама чарӑнчӗ те вӑл хӗрарӑм кулнине, арҫын сассине тата чуптунӑ сасса илтрӗ. Пӑлан хӑйӗн хитре пуҫне ҫеҫ ҫӗклесе, ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнчен мӑйракисене кӑларса итлет. Воропаев унӑн куҫӗсем патнех пӗшкӗнчӗ. «Мӗнле те пулин инкек ан пултӑрах, — вӗҫрӗ пуҫӑмра шухӑш, — Карл Иваныч ҫиленнӗ: вӑл тем тума та хатӗр. Пурте куҫ кӗретех паллӑ пулса тӑнӑ: Луиза Пойндекстерпе ӑмӑртакан пулнӑ иккен. Пӗрре пӑхсан ним пӗлтерӗшсӗр пек туйӑнакан тавлашу вӑхӑтӗнче Дик Сэнд Бенедикт пичче асӑрхаттарӑвӗ пирки шухӑшларӗ. — Кунта! — тесе кӑшкӑрса ячӗ профессор. Маунганаму сӑртне Ваихити сӑрчӗсемпе пӗрлештерекен ту хырҫи айлӑмалла вашмӑкланса анать. Огнянов патне теҫетник пычӗ. Тепӗр чухне вӗсем вут айӗнчен чупса тухаҫҫӗ те кайран та, хӑрушлӑхран тахҫанах тухнӑ хыҫҫӑн та, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, чылайччен чупаҫҫӗ. Хӗрарӑм кӑкӑрӗ те хӑшпӗр чух киревсӗр! Хӗрарӑмсем, уйрӑмах арҫын мӗнне пӗлсе ҫитнӗ хӗрарӑмсем, лайӑх пӗлеҫҫӗ: чаплӑ та таса туйӑмсем ҫинчен калаҫни вӗсене кирлӗ мар, вӗсене ӳт кирлӗ; арҫынна мӗн илӗртет, ҫавӑ кирлӗ. — Апат халех параҫҫӗ, пӑх-ха эсӗ, мӗн вуласа пӗлтӗм эпӗ «Северная пчела» хаҫатра… Сехет кӗсйисенче пӗринче — кӗмӗл сехет, тепринче — темиҫе ылтӑн укҫа чикнӗ енчӗк пурччӗ. Шурӑ Кашкӑр унпа тавлашнӑ, Синопа тӑваттӑмӗш ҫула кайсан, вӑл арӑмне ҫапла каланӑ: — Эсӗ ывӑла ҫитерсе ӳстертӗн. Анчах материкӗн сӗм вӑрманӗсенче, эвкалипт йывӑҫҫисемпе мимозӑсен катисенче сахал мар муталанма тивет. Лешсене те пит йывӑр килчӗ, ҫапах та вӗсем, ҫак мӗскӗн суккӑр куҫ умӗнчех ан вилсе кайтӑр тесе, ирттерсе ямашкӑн май ҫитерчӗҫ. Унӑн сӑнне паллама йывӑр: пысӑк куҫӗсем путса кӗнӗ, тӗксӗм; вӗсенчен тӗлӗнмеллерех ҫутӑ сӑрхӑнать. Кӗнекен пӗрремӗш экземплярне Коперника хӑйне вилес умӗн ҫеҫ илсе пырса панӑ, теҫҫӗ. Хӗрсе кайсан тем персе яран та Ҫӗпӗре лекӗн, ун чухне вара чавсу ҫывӑх пулсан та ҫыртаймӑн!» — тенӗ. Ӑна эпӗ кӑтартӑп-ха сана. — Стой, юлташсем! Хамӑрӑннисем! — тесе кӑшкӑрчӗ вӗсенчен пӗри. Петруша Петербурга каймасть. Ача ҫывӑрать вӗт… Е тата:— Эсӗ, Ваҫҫа, авланнӑскер, хӗрсем ҫинчен юрламасан та юратчӗ, мӗн тума кирлӗ вӑл? Килчӗ-и? — Эпӗ йӑлтах астӑватӑп, анчах ҫапах та тарӑхса ҫӳреме тивӗҫ ҫук санӑн, тесе шутлатӑп! Тӑлӑх арӑм Дуглас хӑнасене питӗ вашават пӑхни хыттӑнах илӗртрӗ. — Темӗн, — терӗ Гленарван, — ҫак кӗске вӑхӑтрах ҫав таранах кайма пултарнӑ-ши вӑл? — Ман ватлӑха хӗрхен эсӗ! Эсӗ урӑх йышши шлепке тӑхӑнса ҫӳретӗн, ку шлепкӳ санӑн — суя. Халӗ пӗчӗк лампа ҫутинче ун куллине самай лайӑх асӑрхама май пулчӗ ӗнтӗ; вӑл нумай туйӑмлӑ питӗ кӑткӑс кулӑ пулчӗ, анчах чи палли ҫав кулӑра — ҫынна куҫкӗретӗнех ним вырӑнне хуманни, унран йӗрӗнни пулчӗ. Вара вӗсем, пӗр сас-чӳсӗр, пӗр хӑйсем ҫеҫ пӗлекен ҫулсем тӑрӑх таҫталла ыткӑнчӗҫ. Иртерех мар-и? Ҫӗнӗрен вӗсем вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑшт маларах ҫеҫ тӗл пулнӑ. Иллюстрацисем ҫинчен ӑнлантарса ҫырнисем урӑх ҫӗршывсем ҫинчен, урӑх ҫынсем ҫинчен тӑнланмалла каласа паратчӗҫ, ӗлӗк тата халь тӗрлӗ япаласем пулса иртни ҫинчен калатчӗҫ, эпӗ нумайӑшне ӑнланаймастӑп, ҫавӑ вара мана асаплантарать. Э-э-э! — тесе пӳлчӗ манӑн кучер сасартӑк хӑйне-хӑй, лашасене чарса, чалӑшса аялалла пӗкӗрӗлчӗ те, сывлӑша шӑршлама тытӑнчӗ. Чӗре ахальтен мар ҫав малтанах сисрӗ! Утӑм кайӑк пек чӑмрӗ турат хушшипе; йӗплӗ хулӑ йывӑҫҫисем ман тум-тире йӑлтах ҫурса пӗтерчӗҫ, карагачӑн типӗ турачӗсем питрен ҫапӑнса юлаҫҫӗ. — Кун пек ҫанталӑкра йытӑсене те лайӑх пулас ҫук. Ытти вӑхӑтра яланах англичансемпе французсен пулӑ тытмалли шхунисем темӗн чухлӗ тӑраҫҫӗ, анчах вӑл вӑхӑтра вӗсем утравӑн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗ хӗрринче ҫӳреҫҫӗ. Хам ҫапла лӑпкӑнах та сыхланса ҫеҫ калани мана хама та килӗшрӗ, ҫак самантран пуҫласа ӑшӑм та ним чухлӗ те вӑрками пулчӗ. Хапха чӗтренсе шӑтӑртатрӗ те уҫӑлса кайрӗ. — Манӑн билет та ҫук вӗт. Хӗр юрласа ячӗ: сасси унӑн янравсӑр та мар, хӑй ҫапах та начар юрлать. Крэнкбиль Аслӑ халӑх ячӗпе судья вуласа панӑ кашни приговорах юстицин пӗтӗм мухтавне, чапне палӑртса тӑрать. «Кам патне кӗрес-ши малтан?» тӗрӗ Бояркин, ялти ҫынсене аса илкелесе. Ҫак чӗмсӗр шӑплӑх витӗр, тӗксӗмленсех пыракан тата темшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ пек курӑнакан ватӑ сад пӑшӑлтатни ҫеҫ илтӗнет. Вара каллех ӗлӗкхи ҫапӑҫу вырӑнӗ патнелле шунӑ. — Тӗрӗс сӑмах, анчах — лӑплантармасть! — салхуллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ хохол. Эпӗ кӑтартӑп-ха турӑ грекран ӑслӑрах пулнине! — Хӑйне хӑйех паллӑ ӗнтӗ, эпир хальхи самантпа усӑ курмалла, — терӗ сассине тӑсса калаҫакан шурӑ ҫӳҫлӗ адвокат. Вара ҫак — шӑпах савнӑ, ырӑ, тӗлӗнтермӗшле Брем сасартӑк лашипе горнҫӑ патне сиктерсе пырать те, — лешӗ кӑкӑрне ҫӑварӗ умӗнче тытса тӑратчӗ, — шарт ҫех тутарать кӑкӑра чышкипе пӗтӗм вӑйран! — Ну? — Мстислав Сергеевич, пӑхсамӑр: ҫуртсене сирпӗтнӗ, — терӗ Гусев. Анчах паян, ӳкӗтлетӗп сире, мана ан чӑрмантарсамӑр. — Пур, анчах вӑл ача кӑна-ха… Ҫакӑн пек телей килсе тухнине ӗненме хӗн пулсан та, халӗ ӗнтӗ вӑл пирӗн! Ҫапла. Акӑ Корчагин вуланине итлер, кӗнеки чӑннипех те чипер пулсан. Хырӑмӗ те — купецӑн… Яриех уҫса пӑрахнӑ алӑк анинчен, табак тӗтӗмӗпе хутшӑнса, тулалла пӑс йӑсӑрланса тухать. — Ну-с, Паганель, паян ҫурҫӗр ҫилӗ вӗрмест. Кай-ха эсӗ, улпут, пӗр енне, эпӗ тепӗр енне каям, сывӑ пул…» — тенӗ те малалла утасшӑн пулнӑ. Анчах эпӗ ҫав ҫынпа тӗл пулас мар тесе иртерех тӑма пуҫларӑм, ҫапах та пӗр виҫ-тӑват кунтан ӑна куртӑмах — вӑл крыльца умӗнче ларса, хӑй умӗнче, чӗрҫи ҫинче выртакан ҫутӑ та кӑвак кушака ачашласа ларатчӗ; эпӗ ун патне пӗр виҫ утӑма ҫывхарса ҫитсен, вӑл сиксе тӑрса кушака урисенчен ярса тытрӗ те, хӑмсарса ярса ӑна пуҫӗпеле тумба ҫумне нӑч! тутарчӗ, ман ҫинелле ӑшӑ япала сирпӗнчӗ, кушака ман ура патнелле печӗ те, вара пӗчӗк алӑкӗ тӗлне тӑрса:— Мӗн? — терӗ. Давыдов сӑмах калама ӑста ҫын мар, анчах вӑл каланине малтан, чи ӑста халапҫӑ каланинчен те тимлӗрех итлесе ларчӗҫ. — Ак ҫакӑнталла пӑхӑр. — Ҫапла, эсир Катерина Сергеевнӑпа фортепьяно каланӑ чухне, эпӗ пӗрмаях унпа лартӑм. Пулас чаплӑ пӑлхавҫӑн вут та хӗм сапса тӑракан куҫне курнипех аптраса ӳкнӗ Смион хаджи кӑштах пӑрӑнса тӑчӗ, вӑл шӑхӑрма пӑхакан ҫынна кӑтартасшӑн пулчӗ. — Ах, вичкӗн ӑслӑ Сакнуссем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл хӑй шучӗпе станица ларакан еннелле утрӗ. — Куна эсӗ ҫамрӑк Ставрученкӑн сӑмахӗсене илтнипе, — терӗ вӑл именчӗклӗн, ним пулман пек шӳтлӗн калама тӑрӑшса. Мӗнле ӗҫе кӗртсе ярасшӑн вӑра эсир ӑна? Вӑл ман пата пычӗ те темиҫе ыйту парса (вӑл ыйтнисене хирӗҫ эпӗ питӗ йӑвашшӑн ответлерӗм) хӑйсем пире вӗлерме шутламанни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хӗвел анса ларнӑ. Ҫакӑн пек чухне Петькӑн письмовникӗ яланах манӑн асӑма килетчӗ: «Ырӑ пикем, эпӗ хам асӑмран тухма пӗлмен хӗрарӑмӑн чунне санра куртӑм та, ӗнтӗ халӗ сирӗн мӑшӑрӑр пулма, хамӑн ачамсене тивӗҫлӗ амӑшӗ тума ӗмӗтленетӗп», — тенӗччӗ унта. Нимӗн ҫӗнни те ҫук. — Марья Васильевна ҫамрӑк-ҫке-ха. Ман аннен вара мансӑр пуҫне урӑх никам та ҫук, ҫавӑнпа калаҫатӑп та эпӗ кунта. Ку ӗҫ каҫ пулас умӗн, шӑпах. Хулӑпа тем пек хытӑ ҫаптарсан та, вӑл юлташӗсем ҫинчен пӗр сӑмах та каламан. Вӑл йышӑнакан территорине виҫӗ хут пысӑклатас пулсан та, унта ни Лондон, ни Париж вырнаҫайман пулӗччӗҫ. Моншевриеран тӳрех… — Эпӗ вӑл шапасенчен хӑратӑп, — терӗ йӗтӗн сӳсе пек шурӑ ҫӳҫлӗ, ҫӳлелле тӑракан ҫухаллӑ казакин тӑхӑннӑ, пӗр ҫичӗ ҫулсенчи ҫара ураллӑ ача. Гомеопата. — Ӑнланмалла, факт! Ну-ну, ӗҫсем! Нимрен ытла, манӑн ӑна хуторта вӗлерес килмен, ав епле чӑрмав! — Мӗнле кӑваккисем вӗсем? Ҫакна кӗтменччӗ Георгий. Эпӗ тӗрӗс каламарӑм-и вара? — Кулатӑн пуль эсӗ? Анчах пуринчен те япӑххи вӑл — Наталья ывӑл ҫуратман пирки пӑшӑрханса ӳкнӗ амӑшӗ вӗсен, упӑшкипе иккӗшӗн, хушшинчи ҫӗрлехи ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлни пулнӑ. Вырсарникун эртельтен карӗ те, пӗр виҫӗ кун хушши вӑл ӑҫтине никам та пӗлмерӗ. Анчах Ӑмӑрткайӑк авӑра лекрӗ, каллех курӑнми пулчӗ. Вуникӗ кун хушши шырарӑмӑр эпир ҫав мула, анчах нимӗн те тупса пулмарӗ. Кашни кун иртмессерен юлташсем мана хытӑран хытӑ вӑрҫма пуҫларӗҫ. Юлашкинчен, вӗсем карап ҫине пуҫтарӑнчӗҫ. Уйрӑм йывӑҫсенчен хуралса тӑракан пысӑк вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ; кӑвак тӳпере чи малтанхи ҫӑлтӑрсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ. — Халӗ ӑҫта каятӑн ӗнтӗ эсӗ? — ыйтрӗ унран Челкаш. Ҫук, тӑванӑм, эсӗ манпа Лушка пирки калаҫма пӑрах. — Турккӑсем патне! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Анна Васильевна тӑнне ҫухатрӗ. Каяс умӗн Кирила Петровича вӑл хай патне Марья Кириловнӑпа пӗрле хӑнана пыма чӗнчӗ. Судьясем йывӑррӑн та пӑшӑрханса хускалкалама тытӑнчӗҫ. Ривэрӑн хӑлхисем, пушхирте ӳснӗ май, кушакӑнни пекех ҫивчӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл калаҫнисенчен хӑшпӗр татӑкӗсене илтсе юлнӑ. Оленин пӑхма йӑлтах урӑх ҫын пек курӑнать. Унтан чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм та, аллӑмсене ҫӳлелле тӑратса, куҫӑма пӗлӗт ҫине пӑхса мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑ кӑшкӑрса темиҫе сӑмах каларӑм. Кӗсъерен ылтӑн енчӗкне кӑлартӑм, чун-чӗрепех парӑннӑ пек туса, ӑна хуҫана тыттартӑм. Повӑр пычӗ, манпа юнашар ларчӗ, йывӑррӑн сывласа илчӗ те пирус туртма пуҫларӗ. Мӗн кирлӗ сире? Кӗҫӗнни тенорпа хушӑнса каятчӗ: — Ҫав хӗрпе ҫухатрӑмҪӗр ҫинчи телейӗме. Ҫапла-и? Сирӗн, Ҫӗр ывӑлӗсен, ҫав вӑрттӑнлӑха хӑҫан та пулин уҫса памалла. Тата икӗ сехетрен Клайд заливӗпе пыма пуҫларӗ. Ну, аван эппин. Атьӑр столовӑя, пӗрле апатланӑпӑр. Гвоздев пӗр ҫырура, Комиссар каланӑ сӑмахсене аса илсе, ҫырусем халь адресат патне инҫетри ҫӑлтӑрсен ҫути пек ҫеҫ ҫитни ҫинчен ҫырса ячӗ. — Анчах мӗн пирки ҫакӑн пек ҫуйӑху? — Ҫунатра ӑҫтан чӗрне пулма пултартӑр? Анчах вӑл пире курма пултарать, ҫавӑнпа часрах тармалла. Тухрӗҫ. — Кӗр. Пушмакӗсем пӗчӗкҫеҫҫӗ те, тулли мар урисене ҫав тери илемлетеҫҫӗ, вӗсем унӑн ури сыппи патне ҫитиех ҫӑт тытӑнса тӑраҫҫӗ; ҫакна курсан, илемлӗхе чухлайман этем те тӗлӗннипе ахлатса илмелле. — Мӗншӗн тесен, хам шутланӑ тӑрӑх, эсир лӑпкӑ та сивӗ кӑмӑллӑ ҫын, тавлашма — интересленни кирлӗ. Вӑл мана капитан ҫырӑвӗнче хӑй ҫинчен ҫырманнине тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пачӗ. Анчах Рейкиявик хулин шкулӗнче ҫут ҫанталӑк ӑслӑхӗсене вӗрентекен ытла та кӑмӑллӑ Фридриксон пире нумай пулӑшрӗ. Кӗҫ-вӗҫех вӑрман хӗрринчен нимӗҫсен батарейисем колоннӑна тупӑсенчен кӗрӗслеттерме пултараҫҫӗ. — Эпӗ чӗнмен вӗсене, хӑнана пыратпӑр тесе хӑйсем ҫулӑхрӗҫ вӗсем, киле халех кӗме тӑчӗҫ, каҫчен кӗтме аран-аран ӳкӗте кӗртрӗм. Хӗрарӑм тени — вӑл ҫыннӑн кӗрнеклӗхне, хапине юратать! Пирӗн юлташсем ялан пекех уйӑрӑлса ҫӳрени ахалех иртмерӗ: вӗсен хушшинчи ҫыхӑну улшӑнма пуҫларӗ. — Мӗнле тӑмпуҫ шухӑшласа кӑларнӑ ӑна? Анчах акӑ ертсе пыракан ҫыннин ӗмӗт паракан сасси илтӗнсе кайсанах, ҫавӑнтах вӗсен шанчӑкӗ чӗрӗлчӗ. — Манӑн тӗллев — вырӑс сӑранӗн хакӗпе ятне ют ҫӗршывсенче ҫӗклесси, ҫапла вара, эпӗ, производствӑн пӗлӗвӗпе авӑрланнӑскер, образецлӑ фабрика тӑватӑп, рынока образецлӑ тавар кӑларатӑп… Тыткӑнри хӗрарӑмсенчен пӗри хӑйӗн арӑмӗ пулнине вӑл нихӑш енчен те пӗлтересшӗн мар. Гут старост! — терӗ вӑл. Одинцова ӑна тытса чармарӗ. Ларатӑн-ларатӑн та, хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ, урам тӑрӑх салтаксемпе уттарса тухаҫҫӗ, мӗн те пулин ыйтаҫҫӗ. Баймакова парнеленӗ сехетсӗр пуҫне, халӗ унӑн пӳлӗмӗнче темле нимӗне те кирлӗ мар, анчах та хитре япаласем нумай; стена ҫумӗнче тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тунӑ картина — хӗрсен вӑййи — ҫакӑнса тӑрать. Миките ҫав кун ӳсӗр пулман, мӗншӗн тесен вӑл пьяница пулнӑ, ӳтрен тухнӑ чух ваткӑллӑ сӑхманпа сӑран аттине сутса ӗҫсе янӑ та ҫавӑнтанпа халӗ ӗҫместӗп тесе сӑмах панӑ, иккӗмӗш уйӑх ӗнтӗ вӑл ӗҫмен; халӗ те, праҫникӑн малтанхи икӗ кунне пур ҫӗрте те эрех ӗҫни ӑна илӗртнӗ пулин те; вӑл ҫапах ӗҫмен. Ун хыҫҫӑнах эпӗ, ту тӑрринче сайра ӳсекен курӑкӑн, ӳт ҫинчи ҫӑма пӗтерме пултаракан чи лайӑх курӑкӑн, ҫыххине ӑна ҫитерсе пама хушса, хамӑн шанчӑклӑ ҫыннӑма ярсаттӑм. Ҫавӑнтанпа вара ырӑ тӗлӗксемпе хутӑшса кайнӑ йывӑр хӑрушӑ тӗлӗксене ҫеҫ астӑватӑп. Ҫак вӑхӑтра вара Алексей горизонт хӗрринчи пӗлӗтре ҫакӑнса тӑракан нумай хура йӗрсене асӑрхарӗ. — Давид тата Галиаф. Ҫилӗпе тарӑху ҫавӑрса илчӗҫ ӑна. Уйӑх ҫуттинче кӗмӗл тӗслӗ курӑнакан хурӑн ҫинчен юр муклашки пакша пек сиксе анчӗ. — Ӑҫталла, инҫете-и, тӑванӑм? — терӗ вӗсенчен пӗри, ҫӑкӑрне чӑмласа, хӑйсем патне ҫитсе чарӑннӑ пысӑках мар кутамкаллӑ салтака. Хӑй тухса кайнӑ пултӑр, ҫӑра уҫҫисене хӑварма пултарнӑ. Тытӑҫу варринче вӑл ҫӑмӑллӑн ҫавӑрӑнса Деннине тӗксе янӑ, вара вӗсен хушшинче пулса тӑнӑ пӗчӗк хушӑра унӑн пилӗкрен уйӑрӑлнӑ сылтӑм аллийӗ ҫӗкленнӗ. Унта король сухалӗн шӑрчӗсенчен тунӑ тура тата тӳртне его величествӑн пуҫ пӳрни чӗрни татӑкӗнчен тунӑ тепӗр тура пурччӗ. Кашни хутрах вӑл тинӗсре ҫӳрекенсен тӗрлӗрен сӑмахӗсемпе усӑ курать, эпӗ лайӑх астуса тӑрам тесе, вӗсене темиҫе хут калать. Эпӗ вара пӗчӗккӗнех тинӗсре ҫӳреме кайсан, Сильвер пек лайӑх юлташ тупас ҫуккине ӑнланма пуҫларӑм. Юлашкинчен, эпир трактира ҫитрӗмӗр. Сквайрпа доктор, ӑшаланӑ шур ҫӑкӑр чӗллисене ҫырткаласа, сӑра ӗҫеҫҫӗ. Вӗсем шкуна ҫине кайма — ӑна мӗнле хатӗрленине пӑхма кайма хатӗрленнӗ. Пӗрисем, кӑмака ҫумӗнче, урисене хуҫлатса ларнӑ та картла ҫаптараҫҫӗ, теприсем чӳрече карнизӗсене, вӑрӑмскерсене, хӑпартса, ҫавӑнтах ҫунакан кӑмакана пӑрахаҫҫӗ, хӑшпӗрисем ҫывраҫҫӗ, хӑшӗсем мӗнле май килет, ҫавӑн пек кӗтесе купаласа хунӑ кивӗ чӳрече хашакӗсемпе кивӗ матери тӑрӑхӗсенчен пӳрт тӑваҫҫӗ. Вакула тимӗрҫӗ мана валли майра патша тӑхӑнса ҫӳрекен пушмака илсе килсе парсан, сӑмах паратӑп, эп ӑна пӗр сӑмахсӑрах качча тухатӑп». Кам вӑл, сирӗн шухӑшӑрпа, Тарас? — Мӗншӗн хӑвна куҫ умне кӑтартмалла-ха сан? Эпир нимӗнле кайӑк таврашне те тӗл пулмасӑрах юлашкинчен ҫӗнӗрен каснӑ вырӑна пырса тухрӑмӑр. Каллех эпӗ Дюма-ашшӗ, Понсон-де-Террайль, Монтепэн, Законнэ, Габорио, Эмар, Буагобэ ҫырнӑ хулӑм кӗнекесене вулатӑп, — эпӗ ҫав кӗнекесене хӑвӑрт, пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӑтса пыратӑп та савӑнатӑп. Тата тепӗр май юлчӗ: лашасене улӑштарас пулать. Ӑна таса аттесен ӑсӗ ҫеҫ ҫитме пултарнӑ… Ҫак халӑхӑн нумай ӑрусенче пурӑннӑ ҫынсен ӑс-хакӑлӗ ҫинчен вӗрентме пултаракан учителӗсем пур! Ӑна курсан атте мӗнле тӗлӗнсе кайнине хӑвӑрах чухласа илӗр ӗнтӗ. — Эпир — чиркӳсемпе фабрикӑсем тӑвакан, сӑнчӑрсемпе укҫа шаккаса туса кӑларакан ҫынсем, эпир — пурне те кипкере выртнӑ вӑхӑтран пуҫласа тупӑка кӗричченех тӑрантарса, ыр кӑтартса пуранакан чӗрӗ вӑй… Ҫук, ун пек пулма пултараймасть!» — тесе шухӑшларӗ Алексей. — Юрӗ. — Урапа!.. Унӑн ҫавӑн пек кӑлтӑк пуррине пӗлсе тӑрса, хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсем унтан хӑйсем ыйтаҫҫӗ, Яша вӗсене хирӗҫ ответлет кӑна, хӑй ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ пирки ответлессине те вӑл юрама хӑтланса, ҫын ыйтнине майлӑ ҫеҫ ответлесе ларать. Сан патӑнта хӑнара кам пулнине пӗлместӗп те эпӗ, анчах вӑл Дубровский марах. Анчах Том ҫывӑрмарӗ, вӑл пӑшӑрханса сигнал пулассине кӗтсе выртрӗ. Ҫак вӗресе тӑракан самана шӑпах Симурденӑн ӗмӗчӗпе шухӑшӗсен анлӑшне палӑртать. Ҫав пӑлхавлӑ вунтӑххӑрмӗш ҫулхи апрель кунӗсенче хӑраса ӳкнӗ обыватель ирсеренех ыйӑхлӑ куҫӗсене тӑрмаласа кантӑкне уҫать те хӑйӗнчен маларах вӑраннӑ кӳршинчен ыйтать: — Автоном Петрович, хулара мӗнле власть? — Сывлӑх сунатӑп, тӑванӑм! Ҫапах та эпӗ Глюмдалькличран ҫак шапана хам вӑйпа пӗчченех тирпейлеме ирӗк пама ыйтрӑм. — Ку тӗрӗс, — мӑкӑртатса илчӗ матрос, — унта карап священникӗ пур. Ҫав ӗҫ ҫинчен пӗлтерес пулать. Каяс килмесӗр, ывӑннине пӑхмасӑрах, ура ҫине тӑчӗ. — Эпӗ кунта пурӑнма хӑнӑхас ҫук. Вӗри кукӑль ӑмсанса Тӑшман килсе перӗнсен, Хӑна тума пӗлӗпӗр, Тупасене картечьпе Авӑрласа перӗпӗр… Вӑхӑчӗ те ҫавӑн пек халь, никам та пырса тухас ҫук. Кун пек улах, пушӑ вырӑнта эпӗ нихӑҫан та пулман пулӗ: ниҫта хӑй ҫути курӑнмасть, пӗр сас-чӗвӗ илтӗнмест. — Вӑл ыйтусем ҫинчен эпӗ нумай шухӑшларӑм, нумай вуларӑм, вара паллӑ выводсем турӑм. Пӗр эрне хушшинче нумайӑшӗ ҫав тери халран кайнӑ, ура ҫинче те аран ҫеҫ тӑркаланӑ. — Ах, ҫапла! Вунӑ кунта ҫӗр миля Тропик вӑрманӗнче уҫӑ ҫӗртех канма выртнӑ ҫулҫӳревҫӗсемпе сунарҫӑсем ирхине хӑрушӑ сасӑсем илтӗннипе вӑранаҫҫӗ. «Турӑ пулӑштӑрах! Эсир хӑвӑра кирлӗ пек тыткаласан, сире те усал тумӗҫ. — Йывӑҫсем хушшинче-и? Хитрен курӑнать-и? Халӗ те хӑрарӑм пулас эпӗ унран, кӑшт вӑхӑт иртсен ӑнлантӑм, ҫук иккен, хӑрасах хӑраман, ҫапах та кӑшт шиклентӗм пуль ҫав, пӗр кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ те-ха вӑл. Эпӗ хама хам ҫийӗнчех алла илтӗм, пачах хӑрамастӑп иккен, кун пирки калаҫма та кирлӗ мар. — Аҫӑр ячӗпе вара? Халӗ вара акӑ, чӑн пурнӑҫран айккинелле пӑрӑнса тӑнӑ пек пулса, ун ҫине ӑҫтан-тӑр, вӑрттӑн кӗтесрен, пӗр-пӗр ҫурӑкран пӑхнӑн, Ромашов майӗпен-майӗпенех пӗтӗм ҫар служби, унӑн мӗлке евӗр суя хастарлӑхӗпе пӗрле, этемлӗхӗн хаяр, тискер, мӑшкӑллӑ тӑрлавсӑрлӑхне пула пулса кайнине ӑнланма пуҫларӗ. Памперо тесе кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен вӑйлӑ та типӗ ҫиле калаҫҫӗ. Чӑн малтан кам пуҫларӗ-ха! — Ну, тӑхта! — статуйӑна йӑтса илчӗ те алӑк еннелле ыткӑнчӗ. Калугин хӑй бастиона тӗрлӗ вӑхӑтра кайкаласа курнӑ ӗнтӗ, анчах вӑл унта мӗн пурри те пӗр 50 сехете яхӑн кӑна пулса курнӑ, а капитан унта 6 уйӑх хушши пурӑннӑ. Вӗсем кунта тӑнӑ. Тата пӗр-пӗрин патне пит ҫывӑх тӑнӑ, вӑл та паллӑ. — Эпӗ лайӑх пӗлетӗп: ку вӑрман вӗҫсӗр-хӗрсӗр тинӗс пек е, тӗрӗсрех, тинӗс тӗпӗ пек, унта моряк та хӑй ӑҫта иккенне пӗлме пултараймасть. Вӑл ҫӗлентен те усалтарах! — Ромочка, аван-и сире? — хускалнӑ, чӗтӗрекен сасӑпа шӑппӑн ыйтрӗ сасартӑк Шурочка. Айртона шанчӑклӑ ҫын тесен, Гленарван пӗрре те иккӗленсе тӑмасть. Кун ҫинчен вӑл тин ҫеҫ ирландеца тавӑрса каласшӑнччӗ, ҫав самантрах боцман, матрос кӗнекине тытса, каялла килчӗ. Ку япала чӑнах та ҫаплах иккенне, урӑхла пулма та пултарайманнине кам та пулсан ӗнентерсе каланӑ чух вӑл айваннӑн, именчӗклӗн кулса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ӑшӗнче — хӗрарӑмпа хутшӑнасси пур ҫыншӑн та кун пек намӑслӑ формӑпа иртмест пулӗ, ахӑрнех ку тӗлӗшпе мӗн те пулин тасараххи, тӳрккес мартараххи, этемшӗн кӳренмелле мартараххи пулӗ, тесе шухӑшланӑ. — Ан пӑшӑрханӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель. — Эпӗ чӑнахах ҫапла йӑнӑшрӑм пулсан, Испанипе Португали чӗлхисем чӑнах та пӗр пулмалла. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр пекех пулни пире манӑн йӑнӑшӑма тӳрлетме пулӑшӗ. Франкфурта вӗсем кая юлса таврӑнчӗҫ. Вӑл куҫне уҫса пӑхрӗ те, кӑшкӑрса ярса, аллисене тӑсса малалла ыткӑнчӗ. Ку вӑл «Св. Мария» шхуна ӳкерчӗкӗ. Унӑн чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, ҫавна пула вӑл тапӑртатса ташласа пынӑн туйӑнать. Чаплӑ лашасем пулӗҫ пирӗн. Акӑ мӗн каласа пачӗ вӑл мана. Хӑйсен тупӑшӗ лекнӗ чурасен ушкӑнне Негорӑпа Гаррис хӑйсем илсе пынипе пыманнине те пӗлмест вӑл. Халӗ те-ха Ли хушаматлӑ, хура-сарӑ сӑнлӑ, пӗчӗкҫӗ кӑна пӳ-силлӗ, пӗркеленчӗк питлӗ, ырӑ кӑмӑллӑ китаец манӑн куҫ умӗнчен каймасть. Пур парӑссене те туртса картӑм та, ҫур сехетрен мана карап ҫинчен асӑрхарӗҫ, ялав ҫӗклерӗҫ те тупӑран персе ячӗҫ. Тата совет влаҫӗ те сирӗн ҫинче тытӑнса тӑмасть имӗш. Мӗншӗн килнӗ? Ӑна вӑл утӑ айне таптаса кӗртнӗ пулӗ-ха, халӗ ӗнтӗ шыра ҫӗрлеччен… Аса илтӗм! — Тен, тавҫӑрса илет те пулӗ. Павел ӑна куҫӗнчен-тинкерсе пӑхрӗ, сӑмахсӑр ыйтрӗ. «Парижра Марат, Вандейӑра Симурден», тенӗ ун ҫинчен. Йӗрӗнчӗклӗн лакӑртатмасть. Йӗкӗлтесе вӑрҫтармасть… — Мӗн, вӑл арман хуҫине питӗ килӗшнӗ-им?.. Эпӗ курнӑҫса калаҫма ирӗк патӑм. — Мӗн тӑватӑн эсӗ? — ыйтрӗ маркиз. Сатурн ункине планета ҫине тӑхӑнтартса лартман: ункӑн шалти хӗррипе планета ҫийӗн хушши темиҫе вунӑ пин километр пулать. Халиччен Титокӑн пулнӑ ҫурт тӗлне ҫитсен, хапха ҫине: «Гремячири Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз правленийӗ», тӗсе ҫырса ҫапнӑ шурӑ хӑма ҫине хӑнӑхнӑ майпа куҫӗсене вӗлт ҫеҫ шутарса илчӗ те, каллех хӑй икке пайланса кайнине туйрӗ. — Анчах ытла та йывӑр-ҫке вӑл ӗҫ! — Эсӗ ытларикун ман патӑма пыма пултарайман пирки пит те пӑшӑрхантӑм, — терӗ Монтанелли, сӑмаха сасартӑк урӑх еннелле пӑрса. — Вырт, аванрах пулӗ. Виҫӗ япалана вилес пек юрататӑп: сана, йӳҫҫине тата чӑнлӑха. Питех хӑвӑрт ан ирӗксӗрлӗр-ха… — Унта нимӗн те ҫук, — терӗ. Вӑл пӗр хӗрӗхелле ҫитсе пынӑ типшӗм кӑна арҫын. Хӑй сарлака шӗлепкеллӗ вӑрӑм пӑта пекех туйӑнать. — Ӑна вӗҫертме юрамасть. Мӗнле, хӑвӑра аслӑрах чин парас пирки сас хура илтӗнмест-и-ха? В. Скоттӑн кӗнекисем праҫник чухне пуян чиркӳре кӑнтӑрлахи кӗлӗ ирттернине аса илтеретчӗҫ, — пӑртак вӑрӑмрах та кичемлӗрехчӗ, анчах яланах чаплӑччӗ; маншӑн Диккенс эпӗ ӑна хисеплесе, ун умӗнче парӑнса тӑракан писатель пулса юлчӗ, — ҫав ҫын этемсене юратас питех те йывӑр искусствӑна тӗлӗнмелле аван пӗлсе ҫитнӗ. Ҫапла пулин те, ыр кӑмӑллӑ король ҫав териех шеллесе, ҫаптармалла тунӑ ҫав мӗскӗн тарҫӑна вӑл: урӑх апла тумастӑп тесе шантарса сӑмах панӑ хыҫҫӑн хӗн кӑтартассинчен хӑтарнӑ. Тата пирӗн Капица? Лавккаҫӑ пӗремӗке тытса тӗрлӗ майлӑ ҫавӑркаласа пӑхрӗ, хӑрах куҫ харшине ҫӗклерӗ. Пӗтӗм палата шӑпланса итлерӗ. — Халӗ нумайлӑха ӗнтӗ! — Нумай пулмасть. — Эх, лекесчӗ ман алла ҫав шӑла хӗреспе хӑйракан ксендз, эпӗ ӑна, ылханлӑскере, тӳрех кӑнтса пӑрахӑттӑм, — терӗ ҫилӗллӗн Андрюша Фомичев, Белая Церковь хулинчи атӑ ҫӗлекен патӗнче ӗҫленӗскер. Вӑл пӑлханнӑ чух е шыв лечебницинчен ӑшӑнса хӗрелсе таврӑнсан, ҫав ҫӗвӗксем ӑна пачах та илемсӗрлетсе янӑ, вара ҫавӑн пек минутсенче хӑйне тӗкӗр ҫинче курсан, Гвоздев макӑрса яма та хатӗрех пулнӑ. Персе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫынсем пӑшалӗсене пӗр ҫӗре тӑратса хучӗҫ те вӗсен ҫумне, салтак атти хӑш-хӑш тӗлте тӑпӑлтарса кӑларма та ӗлкернӗ ҫурхи ҫамрӑк курӑк ҫине выртрӗҫ. Чӑнах та, вӗсем хушшинче пӗрпеклӗх питех те нумайччӗ, ҫав тери канӑҫсӑрланса, лара-тӑра пӗлмесӗр ҫӳренӗ хушӑрах сасартӑк шӑпланса ларса пӗр хускалми пулни, шухӑшлаттаракан юптаруллӑ калаҫусем, сиккелесе илнисем, хӑйне майлӑ юрӑсем — пурте ҫавӑнни пекех… Ман негрӑн нимӗнле ӗҫ те ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ хама пӑхтарма хӑнӑхман, Бак негрӗн вара алла усса ларма лекмест. Хисеплӗ тусӑм, пӗтӗм кӑмӑлпа ӳкӗннӗ ҫынна яланах пулӑшма юрать. Лешӗсем мӗнле чӗнсе илнӗ? Тепӗр енчен траншея тӑрӑх Андрей килсе ҫитрӗ. Вара такам алӑк патне утса пынӑ пек илтӗнчӗ, сӑмсаран-ҫӑвартан ӳсӗрме пуҫларӗ, сурӑх пек, темле, вӑрӑммӑн, янӑратса ӳсӗрет. Ку ӗҫ 1833 ҫулхи ҫулла пулса иртрӗ. Час тухса кайма шутлатӑн-и эсӗ? Е эпир вилес-тӑвас пулсан, пирӗнпе пӗрле хамӑр тунӑ ӗҫ ан вилтӗр. — Ку патшасем пек. Каллех килсе тухрӗҫ вӗт! Юптару. Ӑна, чӑнах та, калаҫма йывӑр иккен. Пидоркӑпа Петруҫ ӗнтӗ улпутпа майри пек пурӑнма пуҫларӗҫ. Вӑл мана ыталаса илчӗ, унтан куҫне хупрӗ те кайса ларчӗ. Тӗлӗнмелле, эпӗ мӗнпур дворовӑйсен сӑн-пичӗсене хальхи пекех курса тӑратӑп, вӗсене ҫав тери тӗплӗн ӳкерсе кӑтартма та пултаратӑп; анчах анне питне тата вӑл епле тӑнине ниепле те тавҫӑрса илейместӗп; ку, ахӑртнех, эпӗ ҫав вӑхӑтра ун ҫине пӗрре те куҫ ҫӗклесе пӑхма вӑй ҫитерейменнинчен килет пулмалла. Пӗр Петр Васильев ҫеҫ хӑй этемӗн тӗттӗм пурӑнӑҫне пӗлсе тӑнипе, хӑй интереслӗ те хӗрӳленсе калаҫма пӗлнипе мана ӗлӗкхи пекех хӑй патнелле туртӑнтаратчӗ. Кайӑк тытнипе никам та ҫын пулман, ун пеккисем ҫук, эпӗ пӗлетӗп! — Пӗлместӗп, — терӗ Воропаев. Вӗсем, ӗҫшӗн тунсӑхласа ҫитнӗ пек, тӑватӑ пӑтшар таякан михӗсене алӑран-алла ывӑтасси ҫинчен, ҫурӑм ҫине тюксем хурса чупасси ҫинчен тахҫанах ӗмӗтленсе пурӑннӑ пек ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл мана ӑшӑ кӑмӑлпа тӑванла йышӑнчӗ, хӑй ҫывӑхне лартрӗ те пирӗн пӗтӗм ҫемье ҫинчен интересленсе ыйта-ыйта пӗлчӗ. Ҫак хут татӑкне кӑтартакан ҫынна пӗр кӗттермесӗр тата калаҫса тӑмасӑр, категорически кӑнтӑрлахи апат ҫитерсе яма хушатӑп. Юлашки кунсенче ҫамрӑк тусӑм Дик Сэнд мана куҫ илмесӗр сӑнарӗ. Вӑл тӑнчах шанми пулчӗ, вара, тупата… — Тепӗр ҫӗр ҫухрӑмччӗ, Гаррис, вара ҫак ҫынсем пирӗн аллах кӗрсе ӳкетчӗҫ. — Хатӗр, — тетӗп. Ал ҫӗкленмест. Ырӑ ӗҫсем патне те туртӑнайми пултӑм. — Симаков, сан ушкӑнун мӗн тумалла? Мучи савӑнӑҫлӑн хихиклетсе илчӗ, шӑлсӑр ҫӑварне ал тупанӗпе хупларӗ. Старик килӗшсе пуҫне мӑнаҫлӑн сулса илчӗ. Алексей, шӑлӗсене шӑтӑртаттарса илсе, пиччӗшне шӑппӑн:— Хӑваласа яр вӗсене! — терӗ. — Пӗр хутчен айван пултӑн ӗнтӗ эсӗ, — терӗ Кораблев. — Эпӗ персе пӑрахатӑп! Берсенев килне кайса урӑх тумтир тӑхӑнчӗ, кӗнеке илсе Инсаров хваттерне таврӑнчӗ. Ку темӗнле пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑракан сасӑ. — Вӑл кунта ҫӗнӗрен ҫуралса ҫитӗннӗ ҫын пекех пулӗ. — Асатте, янах шӑммине ҫирӗпрех тыт! Ялан пӗр пек: ҫыннисем те, йӑпанӑвӗсем те, эрехӗ те… Анчах вӑл калле сывлӑш сывласа илме ӗлкӗриччен Хӗрлӗ Тӑрна ҫав вырӑна чул пӑрахнӑ. Тӗлӗннипе пӗри те пӗр сӑмах та калама пӗлмерӗҫ. Халех тӑрӑр, унсӑрӑн пурсӑра та шомпол парса тухатӑп! — тесе чупса ҫӳрет ҫилленсе ҫитнӗ полковник хурал пӳлӗмӗ тӑрӑх. Анчах вӑл хӳшӗ алӑкӗ урлӑ каҫсанах, ҫав хӗлхемсем сӳнсе ларнӑ. Вӑл унта ямшӑкне пӗр чарӑнмасӑр хӑваласа, ҫамрӑк офицер ҫапӑҫӑва кайнӑ пек, вӗҫтерчӗ: ӑна хӑрушӑ та, хавас та пулчӗ, чӑтӑмсӑрлӑх та пӑврӗ. Начар йӳҫнӗ эрех пек пӑсӑлса кайнӑ Крэнкбиль. Аллине козакла сулнӑ та вӑл: «А ну, мӗн пулсан та пулать, эпӗ те пыратӑп, тен козачествӑшӑн мӗн те пулин тума пултарӑп!» тенӗ. Томӑн чӗри картах сикрӗ. Яра пар! — тет. — Вӑрӑмскер-и? Ҫакнашкал стайлӑ ҫынна халиччен эпӗ питӗ те сайра тӗл пулнӑ. — Вырт эсӗ, ан тарӑхтар, хӑв ним те астумастӑн пулсан. — Апла, питӗ аван. Ку ытла та хурлӑхлӑ пулчӗ ҫав! Тӑватӑ миль ҫӳлерех кайсан, шыв ӑна ӑшӑкрах пек туйӑнчӗ, вара вӑл тепӗр енне ҫак вырӑнтан каҫма шутларӗ. — Халлӗхе ӗҫсем чипер пыраҫҫӗ-ха. Вӑл именсе илчӗ ҫеҫ мар, кӑштах хӑраса та ӳкрӗ. Вӑл, халь ӗнтӗ пӗтмеллех хӑрушӑ ӗҫ пуласса кӗтсе, куҫӗсене хупрӗ. Сывӑ-и! — терӗ чипер хӗр, кӑшт мӑнкӑмӑллӑн кулса илсе. Е эсӗ ҫав… ҫав хӑвӑн… хӑвӑн оппозицине халех пӑрахатӑн, е эпир сан ҫине… Паллашнӑ хыҫҫӑн малтанхи кунсенче Каштанка вӑл ӑслӑ пирки нумай калаҫать пулӗ тесе шутланӑ, анчах кӑштах вӑхӑт иртсенех, ӑна нимӗн чухлӗ те хисеплеми пулнӑ; вӑл ун патне вӑрӑм сӑмахсем калама пырсан, Тетка ӗнтӗ хӳрине те вылятман, ун вырӑнне ӑна йӑлӑхтарса ҫитернӗ пакӑлти, никама та ҫывӑрма памастӑн тесе намӑслантарнӑ, ӑна тата нимӗн чӑрманса тӑмасӑрах «хррр…» тесе ответленӗ. — Килте, хам аттен гасиендинче. Французӗ вӑл вӑхӑтра юпа пек, ним хускалми тӑрать. Чи пахи унӑн ҫакӑ: вӑл хӗрӳллӗ кунсене ҫывӑрса ирттермен, влаҫшӑн вирлӗ ҫапӑҫнӑ ҫӗрте хӑйӗн вырӑнне тупнӑ, ҫакӑн пирки революцин йӑмӑх хӗрлӗ ялавӗ ҫинче унӑн юн тумламӗсем те йӗрӗнсе юлнӑ. — Каялла! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. Эпӗ ӑна Энскпа Мускав хушшинче ҫӳрекен поезд ҫинче те вуланӑ! Виноградӑн касса тӗрленӗ, хӑшпӗр ҫӗрте йӑм-хӗрлӗ тата ылттӑн тӗс ҫапнӑ ҫулҫисем, хӗрсене, хӑйсен чи илемлӗ ҫимӗҫӗсене хупӑрласа тӑнӑ пек, йӗри-тавра илемлетсе тӑраҫҫӗ. — Мӗншӗн? Унӑн тарӑхӑвӗ болгарсене савӑнтарать, вӗсем ӑна алӑ ҫупса хапӑллаҫҫӗ. Вӑт чӑнах та гени пулнӑ варӑ Гумбольдт! «Мӗн ку чакак пекех чакӑлтатать-ха?» кӑмӑлсӑррӑн шутларӗ вӑл, «медицина наукисен сестри» ҫине кӳренсе. Телейсӗр матроссем, пурте йывӑр аманнӑ пулин те, вельбот татӑкӗсене ярса тытса, шыв ҫинче тӑма пултаратчӗҫ пулӗ-ха. Ытла сехӗрленнипе хӗр ӑнсӑр пулса ӳкме те пултаратчӗ. Халь халӑхӗ тӗрлӗрен. Анчах Ольховкӑра вара, тарма май килсе тухсан, вӑл пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах тарнӑ, — тӗлӗнмелле ҫӑлӑнса юлнӑ командира шыраса тупатӑп та, вара, кирек мӗнле пулсан та, салтак служби хушнӑ тӑрӑх, яланах унпа пӗрле, пулатӑп, — тесе ӗмӗтленнӗ вӑл. Эпир чӑнласах та ӑна ӳстереттӗмӗр. «Мӗншӗн тесен лайӑхрах, ҫавӑнпа тӑхӑннӑ. Мӗн вара, ман патӑма хӗрарӑм тенин килсе ҫӳреме те юрамасть-им-ха? Нелли пӑрӑнчӗ, коридор вӗҫне ҫитсен тин пыр тӗпӗпе хӗстерсе:— Пшеклентый большевик! — тени хӑлхана ҫитсе ҫапӑнчӗ. — Ӑна качча тухасшӑн мар эпӗ! Халӗ те эпӗ акӑ, тен, вӑл лӑпкӑн ҫывӑрнине ҫеҫ курӑп-ха; вӑл вӑранӗ те эпӗ килнишӗн хавасланса кайӗ, вара эпӗ ун куҫӗнченех нимӗн те пулманнине, хам мӗн шухӑшлани пӗтӗмпех кӑлӑх иккенне пӗлсе илӗп. Вара мана та усӑ пулнӑ пулӗччӗ. — Кайса ҫӗмӗр, — хушрӗ Андрей Демида. Лешӗ, ҫула май вӑрӑм урапаран шертешник туртса кӑларса, кӗлет патнелле утрӗ. Ҫамрӑк капитан труках каласа хумарӗ. Вӑл каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑчӗ: пӗр енчен, Грант капитана халлӗхе шырама чарӑнса унӑн ачисене хуйха ӳкерес килмест ун, тепӗр енчен — экспедицине пысӑк хӑрушлӑхсем умне тӑратасран та хӑрать. — Турӑҫӑм! — кӑшкӑрса ячӗ Бенедикт пичче, чикӗсӗр савӑнса кайса. — Мӑкӑрӑлчӑклӑ мантикора! Ҫилленнипе пуҫне сулса, вӑл куҫне хуплакан ҫӳҫ пайӑркисене каялла ывӑтрӗ те, йӑл кулса ячӗ. Никита ҫурт тӑрринче нумайччен, ҫуннӑ ҫуртсенчи кӑмака мӑрйисен хура юписем тавра ылтӑн тӗслӗ кӑвар куписем йӑлтӑртатма пуҫличченех ларчӗ. Учитель унӑн-кунӗн пӑхкалать те сӑнчӑрта тӑракан упана курах каять. «Дункан» пек чаплӑ ҫӳрекен суднона ҫул ҫинче нимӗн те тытса чарма пултарайман; паллах, ҫул хӑрушӑ пулма пултарнӑ, урса кайнӑ тӑвӑлсем Атланти океанӗн шывӗсене пӗрре ҫеҫ мар кӑтартнӑ пулӗ, анчах та яхта — тӗреклӗ судно, унӑн капитанӗ те — лайӑх моряк. Джемма Кэттие ҫывӑрма кайма хушрӗ те, хура кофе лартнӑ поднос тытса каялла таврӑнчӗ. Мӑйӑхӗ чӗтренкелесе илет, куҫӗсем вут пек ҫиҫеҫҫӗ. Анчах та ку шӑршӑ Алексейшӗн ниме те пӗлтермерӗ, мӗншӗн тесен хырӑмӗ тӑранчӗ, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ ӑшӑнса кайрӗ, ҫывӑрас килекен пулчӗ! Калӑр-ха мана! Вӑл мана Марья Ивановнӑна Швабрин вӗсем патӗнчен мӗнле майпа ирӗксӗрлесе илсе кайни ҫинчен, Марья Ивановна пит те йӗрни тата вӗсенчен уйӑрӑласшӑн пулманни ҫинчен, Марья Ивановна вӗсемпе пӗр чарӑнмасӑрах Палаша (харсӑр та ҫивӗчскер, уряднике те хӑй шӑхличипе ташлатакан хӗр) урлӑ ҫыхӑну тытни ҫинчен, вӑл Марья Ивановнӑна ман пата ҫыру ҫырма канаш панине тата ытти ҫинчен те пӗлтерчӗ. Софья хыттӑн:— Ҫапла, тӗрӗс вӑл! — терӗ. Ну, ӑна хӑварӑпӑр та пуль эппин. Аҫу та, аслаҫу та ӗҫке юратакан ҫынсемех марччӗ пулас, аннӳ пирки каламалли те ҫук: ҫуралнӑранпа та вӑл квассӑр пуҫне нимӗнех те сыпса пӑхман. Пампассен ҫурҫӗр енчи пайӗнче ҫулҫӳреме кирлех-ши вара? Кӑнтӑрла та вӑл таҫта ҫухалса ҫӳренӗ, хӑйне хӑй сӳтӗк тыткаланӑ, ыйтусене хирӗҫ час-часах вырнаҫусӑр ответсем панӑ. — Чӑнах та сыхланас пулать, — тесе килӗшрӗ майор. Вӗсем пӗр галерейи тӑрӑх утнӑ, хӑйсем курнӑ паллӑсем тупӑнмаҫҫӗ-ши тесе, кашни шӑтӑкаллах тӗллесе пӑхса нумайччен ним чӗнмесӗр утнӑ. Вӑл сана мӗн хушать, ҫавна ту, — терӗ. — Халӗ сан ҫинчен эпӗ куҫа та илмӗп, манӑн пӑрчӑканӑм! Вӑл пирӗн еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, эпир хыпӑнса ӳксе, хатӗрленӗ парнесене ҫурӑм хыҫне пытарнине тата ан асӑрхаччӑр тесе, алӑк патӗнчех чарӑннине курсан, йӑл кулчӗ. Чӑнах та ҫавӑ Кӑршка-касси пулнӑ. Вӗсем сулахаялла пӑрӑнса кайнӑ, хӑйсем каяс тенӗ ҫӗртен пӗр сакӑр ҫухрӑм урӑх еннелле пӑрӑннӑ, анчах ҫапах та вӗсем хайсем каяс тенӗ ҫӗрелле ҫывхарнӑ. — Страховать тунӑ! Юлашкинчен Давыдов аллине кӑна сулчӗ: — Тухӑрах, граждансем, анчах ан манӑр: колхоза каялла йышӑнма ыйтас-тӑвас пулсан, — ун чухне эпир шухӑшласа пӑхӑпӑр, йышӑнмалла-и сире, ҫук-и! «Мӗнле ҫынсем, мӗнле пурнӑҫ!» — шутларӗ Оленин, унтан ассӑн сывласа илчӗ те пӗчченех хӑйӗн пӳртне таврӑнчӗ. Богданович Пирӗн инҫетри кӗпернесенчен пӗринче Иван Петрович Берестовӑн именийӗ пулнӑ. Ҫамрӑк чухне Иван Петрович гвардире служить тунӑ. Тӳррипе каласан, Перебродри служба тивӗҫӗсем ман вӗҫленнӗ ӗнтӗ, хулана таврӑнассине эпӗ хам ҫеҫ юри тӑсса пыратӑп. Консепсион, паттӑр ҫынсен ӗмӗрхи хули, хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасен ялӗ пулса тӑнӑ. Ӑна ҫӗре чавса тума та ҫук, икӗ футранах шыв тухать пулӗ. Андрей Петрович унӑн хӑшпӗр вӑрттӑнлӑхне пӗлет пулсан та, Елена унран хӑрамасть, вӑл ун хӳтлӗхӗнче халь те хӑй ҫине унчченхи пекех кулмасӑр, анчах тинкерсе пӑхакан ҫӑлӑнӑҫ тупрӗ. Сана малалла ӑсатмастӑп, кирлӗ мар, факт, ыран курнӑҫӑпӑр. — Флешер инке, кӑшт хытӑрах утар-ха. — Ну, урапа-тӑк… урапа! — терӗ Ерофей, туртисенчен тытса кӑшт ҫеҫ ӳпӗнтерсе пӑрахмарӗ. Малалла ӗнтӗ ҫара вӑрман ӑшне кӗрсе пытанма пулать. — Тухса кай, — тенине илтсен, чӗркуҫҫийӗсем чӗтресе кайрӗҫ. Адриан Прохоров яланах салху та шухӑшлӑ ҫӳренӗ. Ку вӑл урӑх япала. Таса турӑ амӑшӗ! Ҫакӑн хыҫҫӑн студентсен булочнӑя епле пулсан та сайрарах пымалла, тесе шут тытрӗҫ. — Ҫитӗ, ҫитӗ ӗнтӗ тек кутӑнлашса тӑма! — сиввӗн каласа хучӗ Огнянов. — Ах, шуйттансем! Ҫак вӑхӑтра Зеб Стумп ӗнтӗ гасиенда патнех пырса ҫитрӗ те лашине тӑратрӗ. Анчах пирӗн ҫурта пӗр-ик кун та пулин пулса ирттернӗ кашни ҫынах пирӗн кӑмӑл вӑйӗ вышкайсӑр пысӑк иккенне ҫав ӳкерчӗксенче тӗлӗнмелле тарӑн та ӑста тунине уйӑрса илетех. Вӑл Зоя вырӑнне чей тултарчӗ, шӳтлерӗ, пакӑлтатрӗ; хӑйне яланах Шубин сӑнанине, Инсаров хӑй сӑн-питне улӑштарма пултарайманнине, — нимпе те интересленмен пек пулма пултарайманнине, — пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл малтанах хатӗрленчӗ. — Ҫырӑва патӑр-и? Мӗнле, чихирь пури вара? Пӗлеҫҫӗ. Халь ӗнтӗ башибузукӑн пуҫӗ те, пичӗ-куҫӗ те курӑнса кайрӗ, Огнянов ӑна тӗплӗрех те пӑхма пултарчӗ. Халь ӗнтӗ интеллигенци ӗлӗкхи хӑйне классем сийне тӑратма хӑтланнӑ, анчах хӑйӗн массипе помещиксемпе капиталистсемшӗн ӗҫлесе тӑнӑ хытканчӑк интеллигенци пек мар. Революци тӗп пуласси Вандейӑран килет. — Акӑ мӗн. Говэн тинӗс хӗрринчи ҫара ертсе пырать. Иртнӗ вӑрҫӑра артиллери мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен эсир мана мар, Польша улпучӗсен хӗрӗсене каласа парӑр. Эпӗ яланах калаттӑм-ха, ӗлӗкхи тусусене манаканран пархатар ҫук вара тесе… «О, тӑванӑм, тусӑм, юратнӑ каччӑм!..» тесе пӑшӑлтатрӗҫ унӑн тутисем, унӑн кӑкӑрӗнче вара те хӑй чӗри, те тусӗн чӗри ҫапла кӑмӑллӑн тапса ирӗлет, ҫакна вӑл хӑй те пӗлмерӗ. — Эсир вылямастӑр-и? Э, аскӑнчӑксен… Кил таврашӗнчи ӗҫсене кунӗпех Даша инке майлаштарчӗ. Карл Иваныч хӑй вӑхӑтне ытларах вуласа ирттерет, вула-вула куҫне те япӑх куракан тунӑ; анчах, ҫак кӗнекесемпе «Ҫурҫӗр Хуртне» шутламасан, вӑл урӑх нимӗн те вуламан. — Майкель тата Сэнди Паттерсон, Годем станцине тытса тӑракансем пулатпӑр, — тесе хӑйсемпе паллаштарчӗҫ ҫамрӑк ҫынсем. — Эсир ӗнтӗ станци ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ. — Ун чухне пирӗн мӗнпур ӑс-пуҫ пӗтӗмпех пеме вӗренесси ҫинче кӑначчӗ, — акӑ мӗскерччӗ ку. Ромашова Назанский пичӗ нихӑҫан та, хӑйӗн чи-чи лайӑх, чи урӑ минучӗсенче те, ҫапла, ҫак териех илемлӗн те интереслӗн туйӑнманччӗ-ха. Эх, Андрей, Андрей, — илемлӗ ҫак хӗвел, ҫак тӳпе, — пурте, пурте пирӗн таврара илемлӗ, эсӗ акӑ хуйхӑратӑн; анчах эсӗ ҫак самантра хӑвӑн аллунта юратнӑ хӗрарӑмӑн аллине тытса тӑнӑ пулсан, ҫав алӑ, ҫав хӗрарӑм пӗтӗмӗшпех санӑн пулнӑ пулсан, эсӗ пӑхасса та ун куҫӗпе пӑхнӑ пулсан, хӑвӑн пӗччен туйӑмупа мар, унӑн туйӑмӗпе туйнӑ пулсан, ҫанталӑк вӑл, Андрей, сан чӗрӳнте салхулӑхпа пӑшӑрхану вӑратман пулӗччӗ, эсӗ унӑн илемне асӑрхаман пулӑттӑн; ун чухне ҫутҫанталӑк хӑй хавасланса юрланӑ пулӗччӗ, вӑл хӑй сан пурнӑҫун юррине ӗнӗрленӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ун чухне эсӗ ӑна, чӗлхесӗре, чӗлхеллӗ тунӑ пулӑттӑн! — Э эпир ҫӗр ҫине тухма мӗнле пулсан урӑхла меслет тупатпӑр! — тесе хучӗ Паганель. — Сансӑрах ирттереҫҫӗ. — Унтан вара эпӗ пушанса юлтӑм, — хушса хучӗ Базаров. Мӗнпур романсенче геройсен туйӑмӗсене, вӗсем ҫӳрекен пӗвесемпе йывӑҫ тӗмисене питӗ тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ; анчах йӗкӗчӗ пӗр-пӗр хӗре ҫав тери хӗрӳллӗ юратни ҫинчен ҫырнӑ чухне ҫав интереслӗ йӗкӗт унччен мӗнле пурӑнни пирки нимӗн те каламаҫҫӗ. — Лашӑрсене кӳлме хушӑр, — манӑн ҫывӑрас килет. Гранит, тимӗр, йывӑҫ, гавӑнӗн чул сарнӑ ҫыранӗ, карапсемпе ҫыннисем — пурте Меркурие мухтаса юрлакан гимнӑн хӑватлӑ сассипе пӗрлешсе тӑраҫҫӗ. Том тӳсӗмлӗн персика ӗлӗкхи вырӑнах хучӗ, хӗрача ӑна текех аяккалла тӗртмерӗ. Апла хӑтланса вӗсем лайӑх тӑватчӗҫ пулӗ те, ытлах та марччӗ ҫав, эпир те питех хамӑр хӳре патне пыма параканнисем мар. Унӑн куҫӗсем — Лось куҫӗсен тӗлӗнче, вӗсем ҫӑлтӑрсен тусанӗпе тулсах ларнӑ тӗпсӗр-вӗҫсӗр ҫӗрлелӗхелле чарӑлса уҫӑлнӑ: «Тӳпе ывӑлӗ, таврӑнсам ман пата, таврӑнсам…» — Вӑл кирек мӗнле чӗтрекен алла та аяккинелле сирсе ярать. Вӑл тархасланине итлемен ҫынсем ҫине кӑна шанать. — Ҫавна ӑнлантарса пама йывӑр, сирӗн преосвященство, анчах Риварес допросра хӑйне мӗнле тытнине эсир пӗр хут та пулин курсан, ман сӑмахсене ӗненетӗр. — Нумай хушӑ пӗр килте пурӑнакан ҫынсен пурин те сӑнӗсем пӗрпекле пулса каяҫҫӗ, — терӗ вӑл пӗрре; эпӗ ҫавна хам тетрадь ҫине ҫырса хутӑм. Вӑл сывлать, унӑн анлӑ та ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене илет. Унӑн калавӗсем тӑрӑх, вӑл хӑйӗн мӗнпур пурӑнӑҫне чӑн усал та тискер ҫынсен хушшинче пурӑнса ирттернӗ пек туйӑнатчӗ. Унӑн ҫӑварӗнчен кашни пуплев хыҫҫӑн тухакан усал сӑмахсем, пирӗн пата ялтан килнӗ лӑпкӑ кӑмӑллӑ ҫынсене вӑл каласа кӑтартакан преступленисенчен те ытларах хӑрататчӗҫ. — Вӑл ҫын, е чӗрчун пулнине халех пӗлӗпӗр, — тесе хучӗ майор. Ҫук, вӑхӑт пулсан, тӳшек ҫиттипе пӑта шанчӑклӑрах. Катя темиҫе хутчен те юриех мана ятран чӗнмен пек туйӑнчӗ, пӗррехинче ҫеҫ сассине хулӑнлатарах та майӗпен ятӑмран чӗнчӗ, вӑл кампа калаҫнине килӗнчисем ан пӗлччӗр тенӗнех туйӑнчӗ мана. Пӗрре те вӑл мана «эсӗ» тесе тӳррӗн каламарӗ, вара эпир хамӑр хушӑмӑрта нимӗн те пулас ҫук пек ӑҫтиҫук ҫинчен ҫеҫ калаҫрӑмӑр та, ҫавӑн пек сасӑпа калаҫсах хушӑмӑрта нимӗн те юлас ҫук пек туйӑнчӗ, ӗнтӗ ҫаплипех уйрӑлса каясран, текех телефонпа калаҫмашкӑн та сӑлтавӑм пулмасран манӑн чунӑм юлмарӗ. — Эй, итле-ха эсӗ: чарӑнмастӑн пулсан, санӑн пуҫна ҫапса вататӑп! Вӑл лармарӗ, койка ҫине йӑванчӗ. — Унта та сайра пулатӑп… Пӗрре вӑл нимӗн такӑнмасӑр, йӗркипе виҫӗ пин ҫавра каласа панӑ. Сывлӑшра аҫа-ҫиҫӗмле шар ҫурӑлчӗ. Килнӗ ҫын чиркӳ юрри пеккине юрласа ячӗ, Колчо иккен: — Турӑ сӑвап кӳтӗрччӗ хӑйӗн тӳрӗ тарҫисене, таса Серафимӑпа йӑваш Херувимӑна; хура куҫлӑ Софипе сар Рипсимне; хулӑлламас Магдалинӑпа ырханкка Иринӑна; Ровоама — шуйттан илтӗр вӑл майрана… Унта, мӑнастирте, пирӗннисем пур. Кам ҫавӑ? «Мӗн тери кичем, аван мар иккен мужик пулма!» — вӗсем ҫине пӑхса шухӑшларӗ Егорушка. Хӑйне такам кӑтӑкланӑ пекех хытӑ кулать. — Тӳррипе илес-тӗк, вӑхӑта кулленех ҫакнашкал ирттерни сысналӑх вӑл. Кӑмака хутса ячӗҫ. Шуйттанӗ ӗнтӗ Солоха патӗнче шӳт туса мар, чӑннипех ачашланма пуҫларӗ: Солоха аллине вӑл, заседатель пуп хӗрӗн аллине чуптунӑ пек, ҫав тери хуҫкаланса чуптума тытӑнчӗ. Вӑл тӑлӑх: унӑн амӑшӗ ҫук, унӑн амӑшӗ кам пулни те паллӑ мар. Эпӗ ӗмӗтленетӗп… эпӗ пӗлетӗп: турӑ ӑна каҫарать, мӗншӗн тесен вӑл ырӑ кӑмӑлтан суйнӑ. Вӑл каллех ҫуна хыҫӗ ҫумне сӗвенсе выртнӑ та чӑрканса ларнӑ, вара каллех ӗлӗкхине астуса, малалли ҫинчен шухӑшла пуҫланӑ. Вара вӑл каллех туха-туха кӗчӗ те каллех пӗр-пӗр кӗтессе вырнаҫса ларчӗ — пӗр хускалмасӑр, шухӑша кайнӑ пек, ытларах темскер ӑнланса илеймен пек пулса, ларчӗ. Пуҫне утиялпа чӗркенӗ, сӑмсине чутах кӑвайт ӑшне чикмен. Никам та? — Айртон — ӑслӑ ҫын, — терӗ шӑппӑн Паганель Мак-Набса. Вӑл пӑхнипе пур ача та куҫӗсене тартрӗ. Чӑн япалана хисеп туса, эпӗр вӗсем хыҫҫӑн каяймӑпӑр — пирӗн тупӑкҫӑн кӑмӑлӗ унӑн тӗксӗм ремеслипе пӗрех пулнине пытарса тӑмӑпӑр. Ӑҫта хуралласа тӑмаллине эпӗ малтанах палӑртса хутӑм: сад вӗҫӗнче, Засекинсемпе пирӗн сада уйӑрса тӑракан хӳме патӗнче, вӑл пысӑк хӳмене тӗкӗннӗ тӗлте, пӗччен чӑрӑш айӗнче; ҫав аялтанах туратланса ӳсекен чӑрӑш лӑсси витӗр эпӗ таврара мӗн пулса иртнине каҫ тӗттӗмӗнче те лайӑх сӑнама пултаратӑп; кунтанах пӗчӗк ҫул авкаланса иртет, вӑл мана ялан темле вӑрттӑнлӑхпа витӗннӗн туйӑнатчӗ: вӑл хӳме ҫумӗпех ҫӗлен пек авкаланса иртет те акаци тӗмӗсенчен тунӑ ҫаврака беседка патне пырса тухать (ҫак тӗлте хӳме урлӑ каҫнӑ ура йӗрӗсем пур). Геркулес, хунара ҫӳллӗ тытса, Дик Сэнда ҫутатса тӑчӗ. Вӑл унпа ҫавӑрӑнмасӑр, хулпуҫҫи урлӑ ҫеҫ малтанхи сассипех калаҫрӗ. Тен, пӳлӗмри ҫынсене пурне те илтӗнтӗр тесе, хытӑрах сасӑпа ҫеҫ калаҫрӗ пулӗ… Вӑл лӑпкӑн та ҫирӗппӗн сӑмах хушрӗ: — Эсир ҫӗҫҫуна халех пытармастӑр пулсан, хамӑн тивӗҫлӗхӗмпе тупа тӑватӑн, эсир пирӗн тухса ҫӳрекен судӑн пӗрремӗш сессийӗ хыҫҫӑнах вӗрен ҫинче сулланса тӑрӑр, — терӗ. Ӑна курсан пурте: «Ой, Тришка килет! Халь вӑл пӗрре те Ольховкӑра чухнехи пек чипер те лӑпкӑ, яланах шухӑша кайса ҫӳрекен йӗкӗт мар ӗнтӗ. Халь вӑл хытса ларнӑ сивӗрех сӑн-питлӗ ҫын, тӗксӗм куҫӗсем те тинкерсе, сыхлансарах пӑхаҫҫӗ, — вилӗме куҫкӗретӗн курнӑ ҫынсен ҫавӑн пек пулать вӑл, ун пек ҫынсем вилӗм яланах пӗр пек вӑйлӑ маррине те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Сулахай хӑлхине Андрей кӑштах хуралнӑ бинтпа ҫавӑрса ҫыхнӑ, сылтӑм пит-ҫӑмартийӗ ҫинче, ӑна та осколок шӑйӑрса кайнӑ-мӗн, шурӑ саплӑк пекки ҫутӑлса тӑрать. Ҫӗнӗ шинельне Андрей ҫапӑҫӑва кӗриччен пит упранӑччӗ. Халь вӑл темиҫе ҫӗртен ҫурӑк, йӑлт лутӑрканса та лапӑртанса пӗтнӗ, ун ҫумне тӑм ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна ларнӑ. Медицина шкулӗсенче ниҫта та вӗренсе тухман вӑл, анчах ҫамрӑксем ӑна грек-лекӗртен ҫӳлерех ҫӗклес ӗмӗтпе ӑна тухтӑрах теҫҫӗ, Соколовӗ вара хирӗҫсех те тӑмасть. — Дик, «Пилигрим» халь ӑҫта пынине пӗлме пултаратӑн-и эсӗ? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Мӗн пулнӑ сана? — ыйтрӗ вӑл Николай Петровичран: — эсӗ куҫа курӑнан тӗлӗк пекех сӑнсӑр; сывӑ мар эсӗ; мӗншӗн выртмастӑн эсӗ? —Силвио, ваше сиятельство, — терӗм. Вӗсем инҫете тарма пултарайман. Эсир вӗсене тупмаллах. Юлашкинчен, лав чарӑнчӗ те, Ковалев хӑшӑлтатса пӗчӗк пӳлӗме чупса кӗчӗ; унта фрак тӑхӑннӑ ватӑ чиновник, ручкине шӑлпа ҫыртса, ҫынсем илсе килнӗ пӑхӑр укҫана шутласа ларать. Малтанхи йӗркеренех паллӑ, сӑмах виҫӗ мачтӑллӑ судно ҫинчен пырать. Унӑн ячӗ — «Британи»: ку ак ҫак хута акӑлчанла ҫырнипе танлаштарса пӑхсан та курӑнать. — Халӑх ӑҫта пуҫтарӑнать? — ыйтрӗ Огнянов, сӑмах пӑйне кӗрсе. Халичченех тӗлӗнетӗп вара эпӗ, мӗнле кӑна туйӑм вӗремерӗ-ши ҫавӑн чух ман кӑкӑрта: ҫак мӑн кӑмӑллӑ та лӑпланнӑ чӑрсӑрлӑхпа пӑхса тӑракан ҫын хам чӗрене кӳрентерни те, курайманлӑх та, йӗрӗнтерни те пулчӗ, вӑлах-ҫке пӗр-икӗ минут каярахпа кӑна хӑйне нимӗнле хӑрушлӑх умне те тӑратмасӑр мана йытта вӗлернӗ пек персе вӗлересшӗнччӗ, урам кӑшт ҫеҫ ытларах суранланнӑ пулсан, эпӗ чул ту ҫинчен персе анаттӑмах ӗнтӗ. Эсӗ ҫак ӗҫе тума пултарӑн-и? Смион Хаджи аҫа ҫапнӑ чухнехи пек хытса тӑчӗ. Ашшӗпе аслашшӗ ӑна ҫӗнӗ ҫӗмренпе унӑн йӗпписене панӑ. Вӑл суймасть, тата вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын», — терӗ. — Тӗлӗнмелле, — терӗ Джемма, — те хӑйпе хӑй калаҫса, те Мартини енне ҫаврӑнса, — ун ҫинчен халӑх мӗн шухӑшланине пӗлет-ши? Юлашкинчен вӗсем сывпуллашрӗҫ. Йывӑҫ ҫимӗҫӗпе, кайӑкпа пуян ҫӗр ҫинчен каламасӑрах, инкек тӳснӗ ҫынсем малтанлӑха карап ҫинчи апатпа пурӑнма пултарӗҫ. Пӗрре ҫапла ун патне пырса, эпӗ хуҫалӑх кӗнекисене ыйтса илтӗм те, ултавҫӑ старостӑна чӗнтерсе, Иван Петрович умӗнчех кӗнекисене пӑхма тытӑнтӑм. — Кузьмич, мӗн ҫак эсӗ? Таврара талкишӗпех шавлани, ҫухӑрашни илтӗнет. — Аха! Тӗттӗмленме пуҫларӗ. Лена ҫуран килнине чухласа илчӗ те, Воропаев ӑна урӑх тытса тӑрас темерӗ. Хӑйсем тунӑ йӑнӑш куҫа ан курӑнтӑр тесе, натуралистсем ӑна грексен сӑмахӗпе витесшӗн пулнӑ, анчах мӗн пулни вӑл ҫаплипех пулать — эвкалипт, темӗн тесен те, «начар витсе тӑрать». — Чунӑм, эпӗ ҫаксене пурне те темиҫе хут та курнӑ, кунта килнипе эсӗ кӑмӑллӑ пулсан — мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Акӑ пӗррехинче Печорин мана хӑйпе пӗрле хир сысни тытма кайма тимлерӗ; эпӗ нумайччен турткаланса тӑтӑм: мӗне кирлӗ иккен мана! Урасене такӑшӗ ҫапса хуҫнӑ пек. Мӗн те пулин акмалла пулнӑ вӗт-ха? — Юрӗ! — терӗм сиввӗн, — полтинник парас теместӗн пулсан, ман ҫи-пуҫ япалисенчен мӗн те пулин кӑларса пар. Унӑн тумтирӗ, авӑ, ытла та ҫӳхе. — Мир турӗҫ пулмалла! Туяннӑ чухне манран ыйтман, халь акӑ вӗҫне ҫитнӗ те хунӗм. — Камшӑн ҫапла тӑрӑшаҫҫӗ-ха вӗсем? — Мӗн пирки хирӗҫетӗн-ха тата? — Статья тӗрӗс мар. Ну, ҫитӗ, тӑрӑр. Ипатия чӑн-чӑн ӑслӑлӑх наукишӗн, Христос тӗнне хирӗҫ хӑюллӑн кӗрешнӗ, вара Кирилл епископ ун патне хурах ярса ӑна вӗлерттернӗ… Кашни самантрах ҫутӑ сӳнсе ларнӑ пекех, йӗри-тавра хама тӗттӗм ҫӗр хупӑрласа илессӗнех туйӑнать. — Анчах тӗн аташӑвӗпе кӗрешме аплах пултарас ҫук эсӗ, ӑна пӑсса хума вара чиперех, ах, чиперех пултарӑн! Кичем япала — анчах аван вырӑнсем те пур. — Сирӗн шӑллӑр, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Шубин, — митрополита та, генерал-губернатора та, министра та жалоба паратӑп, тесе хӑратать; епле пулсан та, Елена кунтан тухса кайнипе ӗҫӗ пӗтет, вӑл ним те тумасть. — Ҫук. Инженер ирӗклӗнех калаҫать. Ҫуркунне вара вӗсем патӗнчен пӑрахса каяссине ан кала… Мӗн эс, ухмаха ертӗн-им? Хуть вӗҫне… — Макар сӑмахпа пӳлӗнсе, икӗ хут ӳсӗрсе илчӗ, хыпаланса ҫапла каларӗ: — Куҫа ҫыхса, пӑхмасӑрах хырӑн хуть! Юлашкинчен, эпир король ҫурчӗ патне ҫитрӗмӗр, король йышӑнакан зала кӗтӗмӗр. Кунта ҫӳлӗ трон ҫинче король ларать, унӑн йӗри-тавра чаплӑ вельможӑсем тӑраҫҫӗ. — Вӑл та хӑрать! — асӑрхаттарчӗ Егор. Мӗншӗн эсӗ ҫав тери ухмахла хӑтлантӑн? Паллах, вӑл часах маяран выляса илчӗ. Пире мӗншӗн? «Каях, тӑванӑм!» — тенӗ ӑна хирӗҫ вӑл, ассӑн сывласа. Давыдов сӗтел айӗнчен чемоданне туртса кӑларчӗ (чемоданӗнче усӑсӑр йӑваланса выртакан инструменчӗсем шӑкӑр-шӑкӑр туса илчӗҫ), тухса утрӗ. — Хӑлхама эпӗ алӑк янахӗ ҫумне тытнӑ акӑ. Вара, ӑна ҫирӗппӗн кӑна ыталаса илӗп те, каҫарӑп, — тесе шутланӑ вӑл. Ним тума аптраса ҫитнӗ пек, сухалне пӗтӗркелесе, хӑйӗн тӑнлавӗ ыратнӑ пек пит-куҫне пӗркелентерсе, Мирон кӗтесрен кӗтессе тӑрна евӗр уткаласа, пурне те вӗрентнӗ: — Ку ӗҫе акӑлчансемпе союз туса, вӗсемпе пӗрле пуҫламаллаччӗ… Эсӗ каланӑ пек пултар эппин! Пӗвене тӳрех татса ямарӗҫ-ха, кивӗ ҫула шыв пӗчӗккӗн юхса тӑчӗ. Е дачӑра ӗнтӗ. Вӑл кукӑр ураллӑ, миҫе ҫултине пӗлмелле мар ҫын, унӑн пичӗ ҫинче те, пуҫӗ ҫинче те тӗс кайнӑ сайра ҫӳҫ, куҫӗ те тӗссӗр. — Мӗнлине парас сире: хӗрли кирлӗ-и е шурри-и? Вӑл ҫурӑм хыҫӗнчи кутамккине хывма тӑчӗ, пӗшкӗнчӗ, сасартӑк урайне хутланса ларчӗ. — Хушамат мӗнле? — хыттӑн ыйтрӗ Квейс. Лукашкӑн Марьянӑна курасси килет пуль, тесе шутларӗ Оленин, тата вӑл ҫавнашкал пӑхма кӑмӑллӑ та калаҫма юратакан казака хӑйпе юлташа илме те хавас-мӗн. Ҫак повеҫри ырлӑха кура, ҫавӑн пекех ырӑ пулма тӑрӑшмалла, анчах ӑҫта кунта ҫав ырӑлӑх? Козаксен речӗсем хула стени умӗнче лапкӑн тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫав ир таврӑнма пулнӑччӗ. Ӑна пӗр ҫӳллӗ хум ярса илчӗ, тӳрех рифсем ҫине илсе кайрӗ, вара меслетсӗр вӑйӗпе аялалла пӑрахрӗ. Хӗвелпе пиҫнӗ яка ҫамки хырнӑ пуҫӗнчен уйрӑмах палӑрса тӑрать. Ҫав хушӑра пӗчӗк юханшыв сарӑлса, тарӑнланса пычӗ. Атьӑр-ха пӗрремӗш номерлӗ форма тӑрӑх пурне те чӗнмелли сигнал парар. — Ку, чӑнах та, тӗрӗсех ӗнтӗ. Ҫакнашкал ӗҫе астрономсем Уран ҫулне шутланӑ чухне тунӑ. А ман калаҫма юрамасть. Амӑшӗ те йӑшӑлтатма пуҫланӑччӗ. Эпӗ ҫӗлӗке хыврӑм та сӑмси патне тӑсрӑм: вӑл вара ҫӗлӗк ҫинчи ҫӗвӗ тӑрӑх ҫийӗнчех палласа илчӗ. Сиксе тухрӗ. Огнянов пуҫне хӗссе тытрӗ, шухӑша кайрӗ. Мигунӑн та пурӑнӑҫ ҫӑмӑл мар, — терӗ. — Мӗншӗн ун пек шухӑшлатӑр? Паллах ӗнтӗ, карап командирӗ хушнине итлемеллех пулнӑ манӑн. Анчах вӑл манӑн шухӑшӑмпа килӗшнине те пытарма пултараймастӑп эпӗ. Ҫакна илтсенех, Мария Гавриловна кӑшкӑрса янӑ: — Ах, турӑ! — тенӗ вӑл, — эсӗр халӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн сирӗн мӗскӗн арӑмӑра мӗн пулнине пӗлместӗр-и? — тенӗ. Вӑл хаяр та сивӗ ҫын пек туйӑнать, анчах та вӑл хаяр тесе никам та ӳпкелешмест, пачах та урӑхла, чухӑнсенчен нумайӑшӗ ӑна ырӑ ҫын, аннем тесе хисеплеҫҫӗ. Хӑй ҫак тӗлӗнмелле пысӑк тимӗр хуранӑн хӗрлӗ аякӗнчен алӑ тупанӗпе ҫупӑрласа:— Шу, хуран, шу! — тесе калаҫса пычӗ. — Паныч, — терӗ вӑл хӑйӗн уҫӑмсӑр сассипе; канӑҫсӑрлӑх пурри сисӗнчӗ унра. Пиратсем ученый ҫынсем мар. 4. Ҫакӑнта татӑлнӑ унӑн, ҫемьесӗр, туссемсӗр вӑтӑр ҫичӗ ҫул хушши хупӑнса ларнӑ ырӑ чунлӑ палламан ҫыннӑн, Вунтӑваттӑмӗш Людовигӑн аякри ывӑлӗн пурнӑҫӗ. Ҫӗрле, распределительте, урамринчен те сивӗрех чухне, ҫав пӳртсен хуҫисем примус чӗртсе яраҫҫӗ те пӗрне икӗ пирусла, тепӗрне пӗр татӑк ҫӑкӑрла хӑйсен пӳртне ӑшӑнма кӗртеҫҫӗ… Сӑмси — шӗвӗр, кайӑкӑнни пек. Каллех, калама ҫук пысӑк хуйхӑпа та ӗсӗкле-ӗсӗкле макӑрса, тухса каять вара Изида хӑй упӑшкин тата тӑванӗн таса пайӗсене шырама. Вӑрӑ-хурахсем халӗ хӑйсен суранланнӑ юлташӗ ҫине, вӑл чӗрӗ пулсан та, пӑхмаҫҫӗ, эпир вӑл айккинелле шуса кайма хӑтланнине куртӑмӑр. — Апла пулсан эсир, — терӗ Джемма, майӗпен ун патне пырса, — ҫав ҫын путса вилмен пулсан… вӑл эсир курнине курнӑ пулсан, нихҫан та киле таврӑнман тата ӗлӗк мӗн пулнине манман пулӗччӗ, тесе шухӑшлатӑр-и? Апла хӑтлансан, кам та пулин вилет терӗ. Стоян пичче Огнянова армана ертсе кӗчӗ. Синопа вӗсем мӗнле чӗрчунсем пулни ҫинчен ыйтнӑ. Хӗрарӑм каялла чакса, чакса пычӗ, месерле кайса ӳкрӗ те юриех ӳлесе ҫухӑрашма пуҫларӗ: — Ой, вӗлерчӗ, вӗлерчӗ! Сен-Жером, латин чӗлхипе вӗрентекен учителӗм, мана хавхалантарма тӑрӑшрӗ, кунсӑр пуҫне эпӗ Цицерона, Горацин темиҫе одине лексиконсӑрах куҫарма пултарнӑран тата Цумпта питӗ лайӑх пӗлнӗрен, хама ыттисенчен начар мар хатӗрленнӗ тесе шутларӑм, анчах урӑхла пулса кайрӗ. Йытта хӗнеме кирек мӗнле патак та юрӑхлӑ, ҫавӑн пекех тата кӗрешӗве чӗнекен кирек епле сӑмах та, унпа халӑха австриецсем ҫине ҫӗклеме май пулсан, аван. Тепӗр минутран вӑл йывӑҫсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ… — Тӗрӗс кӑтартӗ-ши? Тӑвӑллӑ хура пӗлӗт пӗтӗм тӳпене хупӑрласа илнӗ; сулхӑн каҫ шӑплӑхне ҫил шӑхӑрса хускатать, ҫынсӑр урамра вӑл кӳренсе улать. Кай та, Серёжа, хӑвӑртрах ответ илсех кил. — Кунта, ваше благородие, — терӗ ҫӳлтен пӗр сасӑ. Ҫавах, ӗлӗкхиех — пристаньри вутта турттарса тухасси ҫинчен? Паганель индеецран ниҫта та пӑрӑнмасть. Йывӑҫсене халӗ ҫеҫ касса янӑ пулас, иртмен туратсен лӑсси шанса сарӑхма та ӗлкӗреймен-ха. — Эсӗ йӑнӑшатӑн, Дик Америкӑра жирафсем пурӑнмаҫҫӗ. — Ҫав тӑмана мӗне пӗлсе хӗпӗртесе ӳкнӗ-ха? Давыдов ним пулман пекех аллине сулчӗ: — Ҫамрӑклӑхӑмӑр ҫине ярӑпӑр, ӑнланӗ те каҫарӗ… Акӑ ӗнтӗ ӗмӗр-ӗмӗрсем хушши пӗр ҫурри теприне шырать — ҫаплах шыраса тупаймасть. — Ачасем, камӑн пӑшал пур, пухӑнӑр кунта, — тесе шӑппӑн команда пачӗ Дубава урайӗнче выртаканнисене. Корчагин алӑка ерипен уҫрӗ. Юрать, юрать, халех. Ҫав сасӑ пуҫсем ҫинелле ҫӗкленчӗ, пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарчӗ, сывлӑша инҫетрен килекен тӑвӑл вӑхӑтӗнче малтанхи аслати сасси пек чӗтрентерчӗ. Ерошка юррӑн сӑмахӗсене куҫарса пачӗ: «Маттур каччӑ аулран тусем хушшине баранта хуса кайнӑ; вырӑссем килнӗ, аула вут тӗртсе ҫунтарнӑ, пур арҫынсене те вӗлерсе тухнӑ, пур хӗрарӑмсене те тыткӑна илсе кайнӑ. Кунта нумай куҫҫулӗ тӑкӑннӑ ӗлӗкхи саманара. Хыттӑн, анчах уйрӑлнӑ пирки сиввӗн чуптунисем, ырӑ ҫул суннисем, каласа пӗтермен ӗмӗтсем, ҫыру ҫырма пулса шантарнисем, сывпуллашса хурлӑхлӑн каланӑ сӑмахсем… Ку ҫарана таврари халӑх пурте Бежин ҫаранӗ теҫҫӗ… — Ҫаплах, калаҫаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ вӗт. — Урӑх май ҫ-ҫук пулсан, хӑрушлӑхран та хӑрамалла пулмӗ ҫав. Ҫумӑр хыҫҫӑн кашнинчех, ман пӳрт умӗнчи пахчара талккӑшпе ӳсекен ҫап-ҫамрӑк сиренӗн йӗпеннӗ ачаш ҫулҫисене ялтӑркка пайӑркасемпе савӑнӑҫлӑн сапаласа, минутлӑха хӗвел пӑха-пӑха илчӗ; ҫемҫе те кӑпаш йӑрансем ҫинче ҫерҫисем хавассӑн кӑшкӑрашни вӑйлӑран вӑйлӑ илтӗне пуҫларӗ; ытларан та ытларах ярпайса реххетленчӗҫ тирексен лӑймакаллӑ хӑмӑр папакӗсем. Эпӗ вӗт чӗрне вӗҫ пек те хумханмастӑп. Пӗр сӑмахпа каласан, культурӑллӑ хуҫа пулса тӑтӑм, уншӑн округри ҫӗр управленинчен мухтав хучӗ те пачӗҫ. — Эпӗ тухтӑр чӗнсе пӑхас, терӗм. «Кирлӗ мар», тет. Ҫил пӗрмай темӗн пӑшӑлтатать, мӗн каласшӑн вӑл — эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑп, ҫакна пула манӑн ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе каять. Кукамай Кукамай кунтан-кун вӑйсӑрланса пырать; шӑнкӑрав шӑнкӑртатни, мӑкӑрти Гаша сасси, алӑксене шалтлаттарни унӑн пӳлӗмӗнче час-часах илтӗнет, вӑл ӗнтӗ пире кабинетӗнче Вольтер кресли ҫинче мар, ҫывӑрмалли пӳлӗмре, чӗнтӗрсемпе тыттарнӑ минтерлӗ вырӑн ҫинче, йышӑнать. — Ку тӗрӗсех, — шӑппӑн та салхун килӗшрӗ Ромашов. Ҫав автобуссенчен пӗрин ҫунатти ҫинче ларса пыракан майор Стручков, санаторирен уйрӑлса кайичченех хӑйӗн чи юратнӑ юррине — пилеш ҫинчен юрласа ячӗ. — Эх, Володя! Эсӗ мана мӗн пулнине тавҫӑрса та илес ҫук… акӑ эпӗ халь ҫеҫ, утиялпа пӗркенсе выртнӑ чух, ӑна уҫҫӑнах куртӑм, унпа калаҫрӑм, ытла та тӗлӗнмелле вӗт ку. Пӗлетӗн-и тата мӗн? Эпӗ буфетчика пӑхрӑм, вӑл ман ҫине пӑхрӗ, анчах куҫлӑхӗ хыҫӗнче унӑн куҫӗсем ҫук пекех туйӑнатчӗ. Эпӗ кӗнӗ пӳлӗм питӗ пӗчӗк те калама ҫук тирпейлӗ. — Перчеткесӗр ҫапӑҫнисен пурин те ҫавӑн пек, факт! Ну, сыв пулӑр. Ҫук. Ҫукки аван-ха вӑл! Гимнастика тунӑ хыҫҫӑн ирсерен кран айне тӑрса сивӗ шывпа сӑтӑрӑнмалла тейӗпӗр. Ирхи апат, кӑнтӑрлахи апат тата каҫхи апат ҫинӗ чухне те ҫав темӑна сӳтсе-явнӑ. Хӗвел анчӗ, хырсем хушшинче ҫил шавлать. Паян та пыраймастӑп. Икӗ эрне вӑл пӗр сисӗнмесӗр иртет. Иконин каллех намӑс тӳссе мӗскӗннӗн тархасларӗ; анчах профессор каллех килӗшмерӗ. Сивӗ чул купташки! — куҫҫулӗ юхтарнӑ пекех ҫухӑрашма тытӑнчӗ ҫамрӑк кӑна Настенка Донецкова, хӑйӗн пӗчӗккӗ те ҫирӗп чышкисемпе Давыдова ҫурӑмӗнчен пикенсех кӳпкесе пыраканскер. Ачасене тӑватӑ ҫула ҫитиччен тумтирне тарҫӑсем тӑхӑнтартса, хывса яраҫҫӗ, тӑватӑ ҫул тултарсан вара ҫакна пурне те ачисем хӑйсемех тӑваҫҫӗ. Эпӗ чиперлӗхе ытла та тӗлӗнмелле ӑнланаттӑмччӗ — Карл Иваныча та тӗнчери чи чипер ҫын тесе шутлаттӑм; анчах хам илемсӗр пулнине питӗ лайӑх пӗлеттӗм, ун пирки нимӗн чухлӗ те йӑнӑшман вара; ҫавӑнпа хамӑн ҫи-пуҫ пирки каланӑ сӑмах мана чӗрене тивсе кӳрентеретчӗ. — Кунталла килнӗ чухне эпӗ хӗрарӑм сассине илтрӗм. Окопсем патӗнче тутӑхса ларнӑ винтовкӑсем — чиперрисем те, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнисем те, тата чехолсем ӑшне чикнӗ гранатӑсем, обоймӑллӑ подсумкӑсем, симӗсленсе кайнӑ гильзӑсем сапаланса выртаҫҫӗ. Кун пек вӑранни кӑмӑллӑ мар ӗнтӗ: ҫӑлтӑрсен ҫутипе ҫывӑрса каятӑн, картечь айӗнче вӑранатӑн. — Господа! — шӑппӑн сас панӑ Ухтищев. — Эпӗ хаваслансах килӗшетӗп, — терӗ генерал, мӑйӑхне якаткаласа илсе. Ҫуна хӑйӗн тупанӗсемпе юр ҫине ҫаврака йӗрсем йӗрлесе хӑварчӗ те хапхаран тухса куҫран ҫухалчӗ. (Анчах амӑшӗпе хӗрӗн пичӗсем ҫинче вӗсем иккӗшӗ те балсене ҫӳресе пыл ӑвӑсӗ пек пулса кайичченех ташлани палӑрса тӑрать). Юрӗ чышкӑнтарать кӑна. Кибитка тавра кӗрт купаланса пырать. Нарду ҫӑнӑхӗнчен пашалу пӗҫерес тесе Вильсон вут чӗртесшӗн пулчӗ. Эпӗ, сирӗн вырӑнта пулсан, ӑна авлантармаллах. Акӑ, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем ҫырантан ҫӗр мильӑра, Вӑтаҫӗр Африкӑра, — ҫакӑнта илсе кӗресшӗнччӗ те ӗнтӗ эпӗ вӗсене. Пӳлӗхҫӗм! пӗтер ман ӑшри ҫав шухӑш-туртӑмсене! Ӑна сухаланӑ, анчах чылай пулать, пӗр вунпилӗк ҫул каялла, — ӑнлантарса пачӗ Яков Лукич. Людмила вунтӑхӑр ҫулта, вӑл хӑйне питӗ килӗшет, тӗнчере пурне те килӗшетӗп, тесе шутлать. Ҫакӑн хыҫҫӑн хамӑр император патне малтанхи хут кайсанах эпӗ унран Блефуску монархӗ патне кайса курма ирӗк пама ыйтрӑм. Ял халӑхӗ тарса саланнӑ. — Юлашкине ӑҫта чикетӗр вара?» — Халӗ Америка ҫыранӗ ҫывӑхра тесе шутлатӑн-и эс? Вялов та, Никита ашшӗ пекех, кирек мӗнле ӗҫре те ҫӑмӑллӑн ӗҫлемелли меслет тупнӑ, вӑя перекетленӗ, пур ӗҫе те чеелӗхпе ҫӗнтернӗ. Кӑштах та пулин ӑшӑнас тесе, вӗсем ҫак халӑх ушкӑнӗнче ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, вӗсен умлӑн-хыҫлӑн черетпе тӑсӑлакан юрринче суккӑрлӑхне пула асан тӳсни, нимӗнпе пусарайми хурлӑх илтӗнет. Ара мӗн эсӗ паян, темле, пуҫу ҫавӑрӑнса кайнӑ пек ҫӳретӗн? Ваҫили Андрейч темиҫе ҫеккунт мӗн пулнине ӑнланса илеймесӗр тӑнӑ. Нимӗҫсем кулса ячӗҫ, унтан вара тыткӑнри ҫынсене кӑшкӑрса пӑрахрӗҫ те, колонна ялтан тапранса кайрӗ. Анчах та ҫӳҫӗр хӑвӑрт кӑвакарать. Тин кӑна унтан арӑмпа уйӑрӑлни ҫинчен каласа ан пар, тесе йӑлӑннӑ Нагульнов, «ҫичӗ инкек — пӗр ответ», тесе шутласа пулас, ҫапла персе ячӗ: — Пӗр контра пеккине хӗнесе тӑкрӑм — чӑнах та, анчах ӗҫ кунпах пӗтмест-ха, Самохин… Ҫырӑвне вӑл Верейские вӑрттӑн тыттарнӑ. Кӳлӗ кукринче пусма тӗлӗнче, чул икӗ улӑп — пин-пин ҫуллӑх хуралҫисем — хура сӗмпе ӗлкеленсе ҫӗкленнӗ, — вӗсем ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑр енне пичӗпе лараҫҫӗ. Шурӑ ахаль плащ тӑхӑннӑ патша; сылтӑм хулпуҫҫийӗпе сулахай айӑкне симӗс ылттӑнран египетсен чӗркенсе-хутланса выртнӑ крокодил евӗр — Себах турӑ символӗ — икӗ аграфӑпа ҫыхӑнтарса тӳмелеттернӗ. Ҫинҫе хӗр кӗлеткине авӑнтарса, улӑма тата тепӗр хут ҫӗклеме хӑтланчӗ, каллех вӑйӗ ҫитеймерӗ. Кӑмӑлӑм питӗ лайӑх теме ҫукчӗ ӗнтӗ! Вӗсем картишне тухрӗҫ, бричка ҫине ларчӗҫ. — Марийка Логовӑна. Ку йыш питех те сахал. Том ҫавӑнтах хирӗҫ кӑшкӑрнӑ та, Беккие алӑран тытса, коридор тӑрӑх ҫав еннелле хыпашласа кайма пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл урнӑ пек кӑшкӑрать: — Саланӑр, ҫӗлен-калтасем! Ҫавӑн пек пулман пулсан эпӗ кунта сирӗн умра айӑпланакан пулса тӑрас ҫукчӗ. Ҫак ырлӑх патне ҫитме миҫе сехет, миҫе кун, миҫе эрне-ха тата! — Гаврилов Лука хӑшӗ сирӗн? — ыйтрӗ сотник. Качака ҫухалнӑ киле, хай Нюрка ятлӑ пӗчӗкҫеҫ те хӑюллӑ хӗрачана хӗнекен карчӑк пурӑнакан кил-картишне, икӗ лав вутӑ тиесе пынӑ пулнӑ. — Пупа каламаннине эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн? — Ҫӗҫӗсене тасатса пӗтерсен, акӑ ҫакна ӳкер! — терӗ. Татьяна Ильинична алӑк патне пычӗ те кӑшкӑрчӗ: «Митя!» Ҫапла, ку каҫ пирӗншӗн ытлашши савӑнмалли каҫах пулмарӗ, пӗр Иван Иваныч ҫеҫ вут патӗнче ҫывӑрма пултарчӗ, унӑн ҫӗлӗкӗн вӑрам хӑлхисем вара, пуҫне яваласа ҫыхнӑскерсем, малица айӗнчен мулкач хӑлхисем пек курӑнчӗҫ. Унӑн пичӗ кӑмакари вылянчӑк вут ҫулӑмӗпе ҫутӑлчӗ, пӗрре ҫуталса, тепре тӗттӗмленсе кайнӑ пирки, вӑл питне-куҫне ҫилӗллӗн пӗркеленӗ пек туйӑнчӗ. Лукич, эсӗ Шпортной хваттерӗ тӗлне пӗлместӗн-и? Пирӗн Ҫӗр ҫинче хӑйӑрлӑ та тӑмлӑ пушхирсем ҫавӑн пек тӗслӗ пулаҫҫӗ. Эсир мана пӗртте чӑрмантармастӑр, — терӗ Санин ҫийӗнчех, вӑл, чӑн-чӑн вырӑс ҫынни пек, илтнӗ сӑмахсемпе хавасланса кайрӗ, мӗншӗн тесен илтнипе килӗшни ху ыйтассинчен ҫӑмӑлтарах. Буабертло аллипе ирӗксӗрех ҫамкине чӑмӑртарӗ, унтан мӗнле те пулин шухӑш пӑчӑртаса кӑларас пек, кайран вара:— Мӗнех-ха, халлӗхе ҫак генерала тӗрӗслесе пӑхар, — терӗ. — Ҫук, — терӗм эпӗ хама хам, — ҫук. Брузжак ун ҫине платформа ҫинчен йӑтӑнса анчӗ те кӑштах ураран ӳкермерӗ, хыттӑн ыталаса чӑмӑртарӗ. — Тӗрӗссине каласси сирӗншӗн Галлие кӑмӑл туса суйнинчен хаклӑрах-и вара? — А, мучей, сывӑ-и? — тенӗ Базаров. Темиҫе минутран вӑл ҫапах та пӑртак хӑй майне кӗркелесе ҫитрӗ, залра ларакан ҫынсенчен хӑшпӗрисем вӑл аран ӑнланмалла: «Масарта!» — тесе каланине илтрӗҫ. Эпӗ санпа капла ахалех уйрӑлас ҫук. Вӗсем ыйткаласа ҫӳресе тӑранкаланӑ, ӑҫта хытнӑ ҫӑкӑр, ӑҫта кӑвакарса кайнӑ татӑксем панӑ вӗсене, — ҫавӑнпа чуна усранӑ вӗсем. Ҫуркуннепе тин чӗрӗлме тытӑннӑ йывӑҫсем ҫӗнӗ хунав кӑларсан, хула ҫыннисем савӑннине Алексей лайӑх астӑвать… Майкель антрепренерӑн пиччӗшӗ пулнӑ, вӑл Паллоустонра площадка тытнӑ; вӑл унта ҫапӑҫусем ирттерсе нумай укҫа илсе пурӑннӑ. Юрлакансен сассисем чарӑнса ларсан, лашасем ҫеҫен хирсенчи ирӗклӗхшӗн хуйхӑрса хашлатса илнисем тата кӗрхи каҫ уйран хуллен, ниҫта пӑрса хӑвармалла мар шуса килни илтӗнет; чӗре вара темле ахаль чухнехи пек мар кӑмӑлсемпе тулнипе ҫынсене, ҫӗре питӗ юратнипе ӳссе ҫурӑлса каяс пек туйӑнать. Эпӗ тинӗс пырӗ урлӑ каҫмашкӑн шывӗ чи тулса ҫитнӗ, ни хӑпармасӑр, ни чакмасӑр пӗр пек тӑнӑ вӑхӑтра тухса кайма кирлӗ пулнине аванах пӗлтӗм, ҫавӑнпа та кӗтсе тӑмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен шыв пӗр шайра тӑнӑ чухне сулла юхтарса каяс хӑрушлӑх та пулмасть. Ку самантчен вӑл манран ытларах тӗлӗрсе пыратчӗ. Пурӑнатпӑр майӗпен. Ну, унтан вара… Ҫав хӑйӑрлӑ ҫил пит-куҫа, алӑсене кастарнӑ, хупӑ чӳречесенчен пӳрте сӑрхӑнса кӗнӗ, куҫа суккӑрлатнӑ е шӑл хушшинче кӑчӑртатнӑ. Апла пулсан, мӗн пулчӗ-ха ҫӗре? Александра Ивановна ӑшшӑн кулса илчӗ те, хуҫа арӑмӗ те куҫхаршийӗсене ҫӗклентерчӗ, Горевӑна кулма чӗннӗ пек, вылянчӑк ҫамрӑк куҫӗсене ярах уҫрӗ. Каярахпа эпӗ ҫак тӗлӗнмелле улшӑну ҫинчен ҫителӗклӗ ӑнланаймасӑр пайтах шухӑшларӑм. Ку чӑнах та Егор пулчӗ иккен; вӑл йӗп-йӗпе тарланӑ, тата ывӑннипе аран сывлать. Ҫӗр варринче пӗр-пӗччен пулнӑ пулсан, Гамлет та, аллине тытнӑ пуҫ шӑммипе ытлах шӳтлесе калаҫнӑ пулӗччӗ-ши, темӗн! Пирӗн патӑрта пурӑнса ирттернӗ вӑхӑтра капитан яланах пӗртен-пӗр тумтирпе ҫӳрерӗ, алӑран сутса ҫӳрекенрен ҫеҫ вӑл темиҫе мӑшӑр чӑлха туянчӗ. Манман пулӗ те? — хуравларӗ хӑна, витерен маларах тухнӑ май. Пирӗнпе хӗрачасем хушшинчи ҫыхӑнусем Володя хӗрачасем ҫине темлерех пӑхнӑран, ӑна ҫакӑн пек ыйтусем кӑна интереслентерме пултараҫҫӗ: тутӑ-и вӗсем, ҫывӑрса тӑраннӑ-и, чипер тумланнӑ-и, французла калаҫнӑ чух йӑнӑшмаҫҫӗ-и, йӑнӑш калаҫсан ӑна ют ҫынсем умӗнче вӑтанмалла пулӗччӗ, — анчах вӗсем этемле шухӑшлама е туйма пултараҫҫӗ тесе пачах шутламасть, вӗсемпе мӗн ҫинчен те пулин калаҫма пуласса пушшех сахалтарах шанать. — Давыдов каллех пукан ҫине ларчӗ. — Эпӗ хӗре япӑххине ним те туман, факт! Хӳрине пӗтӗрсе илсен, ӗне те туять. Мана упӑте илсе кайнине курсан, Глюмдальклич кӑшкӑрса янине илтрӗм. Чӑнкӑ хысак ҫийӗнче тахҫан ӗлӗк пахча йӗри-тавра тытнӑ карта юлашки курӑнать: ҫывӑхрах сарлака ҫулҫӑллӑ хупах ӳсет, ун хушшипе мӑян аври, талпиҫен тата пуринчен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ хӗвелҫаврӑнӑш курӑнать. Вырӑн хӗрринче ларса Игнат хӑрӑк сасӑпа именчӗклӗн ӳкӗтленӗ: — Шухӑшла-ха эс, — тенӗ вӑл, — ача вӗт! Разведкӑра, кашни салтак самантрах хӑй ӗҫне тума хатӗр пынӑ ҫӗрте, офицерсен хушма та кирлӗ мар: пурте хӑй тӗллӗнех пулса пырать. Е тата — ҫил-тӑман кантӑксем тӑрӑх та стена тӑрӑх каштӑртатать, трубасем ӑшӗнче улать, йӳшкӗсене шаккать, ача пӳлӗмӗнче пӗчӗк ачасем макӑраҫҫӗ, теттӗм кӗтесре кӑштӑртатса кӗрсе ларса, кашкӑр пек улас килсе каять. — Анчах та эпӗ, усал тунине курса тӑнӑскер, свидетель пулса, халӑха усӑ кӳме пултаратӑп-ха… Чӑнах та, вӗсем инкек пуласса тӗлленеҫҫӗ. «Хӑрушӑ каҫ е Дон казакӗ Кавказ тӑвӗсем хушшинче тем те пӗр курса ҫӳрени» ятлӑ кӗнекене аллӑма тытсан, мана темле кичем пек пулса кайрӗ. Артём сывпуллашрӗ те тухса кайрӗ. — Ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ те! — терӗ вӑл пӗр еннелле пӑрӑнса. Ҫапах та майор каланисене Гленарван итлесшӗн мар. — Мӗнле пуху? Ку вара пите сайра хутра пулать — пин ҫулта та пӗр хут ҫеҫ ҫапла пулать» — терӗ Р., хӑй шӑпах килӗнче ларни ҫинчен сӑмах хускатсан. Тӗттӗм пулни палӑра пуҫланӑ. Беседка патне Аня Ступина пырса тӑчӗ. Гелиос урапа патне чупса ҫитнӗ, ӑна тӗрӗс ҫул ҫине кӑларнӑ. Эпӗ приказчика Псалтирь тыттартӑм, вӑл ӑна пальто ӑшне чикрӗ те аяккалла утрӗ, анчах ҫавӑнтах каялла ҫавӑрӑнчӗ те, Псалтирӗ ман ура вӗҫнелле тухса ӳкрӗ, ҫынӗ аяккалла утрӗ. Тепӗр куннех вӑл Яков Лукича хӑй патне, пӳлӗмне, чӗнтерчӗ, ытлашши ҫынсене кӑларса ячӗ. — Эсӗ ӑҫта вӗреннӗ, юлташ? Александра Ивановна кӗнеке шкапӗнчен Вена, Будапешт, Рим тата Венеци ӳкерчӗкӗсенчен тунӑ альбомсен купине илчӗ те, ҫаплах хӑй шухӑшӗсемпе аппаланса, вӗсене уҫкалама тытӑнчӗ. — Хӑвӑн генеральшӑна курсан, ӑна пуҫ тай, пысӑк салам. Патша куҫӗсенче тарӑху ҫиҫӗмӗ ялтӑраса илниех тӳнтере-тӳнтере янӑ ҫынсене ҫӗр ҫине. Эсӗ, халех тӑрса, ман патӑмран кайсан та, сана урӑх нихҫан курмалла мар пулсан та, хам ӗмӗрӗм вӗҫленичченех тав туса асӑнӑп эпӗ сан ятна, Соломон! Иккӗмӗш спутник 163 талӑка яхӑн вӗҫнӗ, 100 миллион км кайнӑ; ку вӑл Ҫӗр ҫинчен Хӗвел патне ҫитмелли ҫулӑн 2/з пайӗ пулать; ҫак вӑхӑтра вӑл Ҫӗр тавра 2 370 хут ҫаврӑннӑ. — Ҫитет сире кулма, — терӗ урядник, — сӗтӗрсе кайӑр виллине. — Ӑна та сутса янӑ тесе калаҫаҫҫӗ, — тесе асӑрхаттарчӗ хресчен. Компренэ? Савэ мюзик ву? Фортепьяна жуэ савэ? — Санӑн та хӑвӑн хуҫу пекех усал йӑла пур иккен. Эпӗ вӑл епле пулсан та Уорда ҫӗнтеретех тесе каламастӑп, анчах вӑл хӑйне мӗнлине кӑтартса парӗ, ӑна эсир ҫӗнӗрен ҫитӗнекен вӑйлӑ ҫын вырӑннех йышӑнӑр. Вӑл та суйнӑ иккен ӑна! Носков ухмах марччӗ, сӳрӗк пулсан та, тата… Темиҫе чӗрчунӗ йывӑҫ тӑррине хӑпарса ман ҫине ҫӳлтен тапӑнма шутларӗҫ. Ыттисем ман паталла ҫывхарса мана ҫавӑрса илме шутларӗҫ. Маншӑн питех те йывӑр самант ҫитрӗ, эпӗ хам ҫӑлӑнасса шанмасӑр виличченех ҫапӑҫма шутларӑм, анчах вӗсем сасартӑк темскертен сехӗрленсе ӳкнине асӑрхарӑм. Сывлӑш нӳрлӗ, сӑмалаллӑ парӑссен, карап каначӗсен тата шыври ӳсентӑрансен шӑрши ҫапать. Пӗлет, сывлӑш, вӑрман, тинӗс хӗрринелле йӑлмакланса анакан ҫул, виноград пахчисен умӗнчи хӗрлӗ хысаксем, колхоз ҫурчӗсем тата, юлашкинчен, нихӑҫан та ҫухалман тинӗс халӗ курӑнми пулса пӗр япалапа — куҫа шартса яракан шуйттанла ҫилпе ахӑракан, темле, чӗтренсе тӑракан тӗттӗмпе витӗнчӗҫ. Ҫав тери ывӑннипе, сахал канса вӑй пухайманнипе — ҫумӑрлӑ каҫсенче канма май та ҫук — тыткӑна лекнӗ ҫынсем апат валеҫсе паракан сехет тӗлне ҫӑварне те аран-аран уҫаҫҫӗ. Ҫак япалара вӗсене тем ӑнланмалла марри пур пек туйӑнчӗ, туйӑнчӗ ҫеҫ мар, чӑнах та пурччӗ. А савӑнӑҫӑм, ырлӑхӑм! Казак каласа пачӗ, хӗрарӑмсем ыйта-ыйта тӗпчерӗҫ. Нумайрах пайӗ уҫҫӑнах ӗнтӗ ҫакӑн пек шутланӑ: Генри Пойндекстере вӗлерекен Морис Джеральдӑн ӑна вӗлернӗшӗн ответ тытмалла, тенӗ. Анчах Мартинин ҫав юратман кӑмӑлӗ часах тӑшманла кӑмӑл пулса тӑнӑ. Тахҫан ҫапла Энскра эпир Даша инкепе шыва путнӑ почтальонӑн хутаҫне тупнӑччӗ, ун ҫыруне вулама Катьӑна чиркӳ садӗнче пӗр пӗччене хӑварсаттӑм. Ку вӑл ҫавӑн, тупӑкра выртаканнин, парни-халалӗ, ӑна эсир илнишӗн, унӑн ӳчӗ туймасть пулин те, чунӗ савӑнать… — Ах, Грант капитан, — терӗ тӗлӗнсе Гленарван. — Акӑ эпӗ сире! — кӑшкӑрчӗ Иван Кузмич. — Ачасем! Перӗр! Пар ҫӗр улмине, чакак, ӗҫсӗр ларма кирлӗ мар! Анчах тӗрлӗ ҫимӗҫ йывӑҫҫисем питех те сахал, ирӗкре ӳсекен йывӑҫсене те Корриентес сӑмсахӗн ҫывӑхӗнче кӑна улӑх чиккинче курма пулать. Ачасен пӗтӗм тӗнчене савакан юратӑвӗн ҫулӑмӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫуралса пырать. — Опытсем тума кирлӗ, — терӗ те Базаров, нимӗскер пулман пек, пӳрте кӗрсе кайрӗ. — Пилӗк миля! — тесе тӑрӑхласа каларӗ капитан. Шӑнса пӑсӑлнӑран-и е чун-чӗре чирӗпе вӑрахчен асапланнине пула, е тата, юлашкинчен, вӑл та, кута пӗрлех пулнӑран, Петр тепӗр кунне нервсем пӑсӑлнипе аптраса хӑйӗн пӳлӗмӗнчех выртрӗ. Аллӑ канат вӗҫне ҫакӑн чухлех ҫеклӗ кӑкартӑм, унтан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри ҫырана таврӑнтӑм та прилив пуличчен ҫур сехет малтан сӑхмана, пушмакпа чӑлхана хывса пӗр сӑран курткӑпа ҫеҫ шыва кӗрсе тӑтӑм. Ромашов, Шурочка ӳт-пӗвне шыраса, аллине ун еннелле тӑсрӗ. Кун пек те пулмасан вара, — терӗ нимӗнпе те ҫырлахма пӗлмен ватӑ подполковник, — чӑтса пурӑнма та май пулас ҫукчӗ, ялан темӗскер пуласса кӗтсе пурӑн… кашни куллен вӗлереҫҫӗ, — ҫаплах-ха вӗҫӗ-хӗрри курӑнмасть, ҫавӑн пек пурнӑҫпа пурӑннӑ ҫӗртен те тасамарлӑхра, пӗр канлӗ кӗтессӗр пурӑнсан вара. Крыльца ҫине уретник тухса тӑчӗ те, сулӑнкаласа, ӳсӗр сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ: — Кам калать куна? Унтан вара тытса илнӗ хулара пӗрремӗш каҫ пуҫланать; ун пек каҫ яланах канӑҫсӑр пулать. Ирхине унӑн пуҫӗ ырататчӗ, кӑкӑр хӗртни канӑҫ памастчӗ ӑна, салху сӑн-пичӗ ун чухне кӑвакарса каятчӗ. Дик Сэнд ҫакна пӗлет, ҫавӑнпа халӗ питӗ пӑшӑрханчӗ. Мӗнле халӑх? — Йытта сутас эппин? Унтан вӑл юлашки ҫивиттине чӗре-чӗре урине ҫыхмалли хӑюсем турӗ. Игнат, алӑка уҫса, ҫав хӑйӗн апатне илнӗ те, каллех питӗрӗнсе ларнӑ. Вӑл, макӑрса яма хатӗрленсе, сӑмсине шавлӑн туртрӗ. — Сире тӑваттӑшне паратӑп, ытти хамӑн. Ҫыран хӗрринче пӗр ҫирӗм ҫын — пуян мужиксем кичемлӗн, пӗр сӑмах чӗнмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ, — чухӑнсем уйран таврӑнманччӗ-ха. — Капла аппаланса эпӗ, тен, ӑна алӑран та вӗҫертӗп. Сире ӑсатичченех ӑна кайса тытам мар-ши? — Ун пек ыйту лартсаттӑм. — Кӑтарт. Хӑвӑр активра шутланатӑр, анчах сирӗн сассӑра эпӗ пӗрре те илтсе кураймарӑм-ха. — Ӗҫ пур. — Санӑн ҫӑлтӑрсем тӑрӑх пӑхмаллаччӗ, — терӗ Ерошка мучи. — Ывӑнтӑн-и? — ыйтрӗ вӑл Челкашран. Кил патне ҫите пуҫласан Касьян сасартӑк ман еннелле ҫавӑрӑнчӗ те сӑмах хушрӗ. — Мӗн суятӑр! — пӳлчӗ ӑна виҫҫӗмӗшӗ. Ҫакӑн пек анекдот пур: «Ҫирӗн арӑму мӗн ятлӑ?» Семинари авалхи доминикансен монастырӗнчи ҫуртра вырнаҫнӑ: икӗ ҫӗр ҫул каярах тӑваткал картишӗнче питех те лайӑх йӗрке пулнӑ. Касса тикӗсленӗ розмаринпа лаванда тӗмӗсене бук йывӑҫӗнчен тунӑ картапа тытса ҫавӑрнӑ. Ку ҫӗршывра король ҫуртӗнче йӑли ҫапла пулнӑ-мӗн, хам куҫпах курнӑ тӑрӑх ҫакна вӗсем формӑшӑн кӑна тумаҫҫӗ. Мӗне юрӑхлӑ пулӗ-ха вӑл, манӑн служба кирлӗ чухне ӑна пӑрахсан? — Ҫапла, ҫапла, эсӗ тӗрӗс каларӑн, — тенӗ старик. Патша вӑхӑтӗнче эпӗ ҫамрӑк казаксене вӗрентеттӗм те, ҫавӑнпа пайтах куркаланӑ: авланман ҫын сӑнран-питрен те савӑк ҫӳрет, каланине те ӑнланать, анчах ҫамрӑк арӑмне хӑварса пынӑ ҫын пулсан, ун пекки вара, тунсӑхласа ҫитнипе, питӗ хӑвӑрт сӳрӗке тухса каять, тункатапа пӗрех пулса тӑрать. «Пӗтрӗм! — шухӑшларӗ Яков Лукич. Пӗри ҫеҫ, варринче тӑраканни, ҫапах та ыттисенчен ытларах палланӑ ҫын пек туйӑнса кайрӗ, Ярцев ун ҫине тӗллесерех пӑхрӗ. Ҫак пушаннӑ ҫуртра пӗр-пӗччен. Вӑл мана пӗрремӗш хут йӗпетмест вӗт. Тепӗр сехетрен нимӗҫсем пӗтӗм ял халӑхне площаде хӑваласа кӑларчӗҫ. Сатурнӑн тӑхӑр спутник пур. Пӗчӗк ушкӑн, малтан каланӑ пек, лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ, кирек мӗнле ӑнсӑртлӑха та кӗтсе илме хатӗр. Ма шеллес? Сан пурнӑҫу ман алӑра, ӑнман юнга! — Эпӗ сирӗн чӗлхӳ тӗлне пуличчен вӑрманти ҫын вӗлерен ҫӗҫҫи айне пулнӑ пулӑттӑм… Вӗсенче куҫҫулӗ те типме ӗлкӗреймӗн-ха, куҫ йӗри-тавра чун витӗр тухнӑ нӳрлӗхе курма пулать; кӑкӑр, мӑй тата хулпуҫҫисем пур енчен те илемленсе ҫитнӗ хӗрачана кирлӗ виҫене ларнӑ; ӗлӗк ҫӑмӑл кӑтрашкасемпе пит ҫинелле сапаланса тӑракан ҫӳҫӗ халӗ хулӑм та сарлака ҫивӗт пулса тӑнӑ, унӑн пӗр пайне тирпейлесе хунӑ, тепӗр пайӗ ал тӑршшех усӑнса тӑрать, ҫинҫе те вӑрӑм ҫӳҫ пӗрчисен пӗр пайӗ хутланкаласа кӑкӑрӗ ҫине тӑсӑлса аннӑ. Вӑл дворянин мар вӗт? Анчах кӗнеке часах ун аллинчен тухса ӳкрӗ. — Мӗн тӑвас-ха манӑн, ырӑ мучиҫӗм! — макӑрас пек каларӗ Варя. 1737 ҫулта ҫуралнӑ, 1799 ҫулта вилнӗ, пӗтӗмпе вӑл 62 ҫул пурӑннӑ»; виҫҫӗмӗш енче: «Унӑн тӑпри ҫӑмӑл пултӑр»; тӑваттӑмӗш енче: «Ку чул айӗнче выртать француз эмигрант Ун пулнӑ мухтавлӑ йӑх тата талант. Вӑтӑр ҫул ытла чунпа чун пурӑнтӑмӑр унпа… Мӗн чул калаҫнӑ пӗрле… мӗн чул шухӑшланӑ… мӗн чухлӗ инкек пӗрле тӳснӗ! Вӑт, ҫавӑн пирки ӗнтӗ пире ирӗклӗн ӗҫлеме шаннӑ та. Корчагин пӳлӗмӗнче, кантӑк умӗнчи сӗтел ҫинче, парти библиотекинчен илнӗ кӗнеке куписем, хаҫат тӗркисем тата ҫырса тултарнӑ темиҫе блокнот. — Тӑван аттем! — йӑлӑнать мӗскӗн тете. Хӑй ӗнтӗ вӑл, ӑшӗнче ҫак хисеплӗ ҫынна вырнаҫулӑ сӑмахӑмпа ҫавӑртӑмах тесе шутланӑ та, анчах лешӗ ун вырӑнне татӑклӑн «пымастӑп» тесе ҫеҫ хучӗ. Литер мана Энск урлӑ Ленинграда ҫитиччен панӑччӗ, мана Ленинградра та, Энскинче те кӗтетчӗҫ. Мӗнле ӳкерет Чартков! Аялта, кӳлӗ патне аннӑ вырӑнта, шыв шӑнкӑртатни илтӗнет. Акӑ халь вӑл, вилӗм ҫывӑхрах тӑнине сиссе, ӑна кӗтсе, хӑйӗн ҫылӑхӗсене хисепе илет, ҫынсем ҫинчен тӳре тӑвать, унтан: кам, турӑсӑр пуҫне, ман тӳре пулма пултартӑр! — тесе калаҫать. Апла юрамасть. Нимӗҫ танкӗсем пирӗн эшелон ҫине перес умӗн пӗр кун малтан унпа мӗн ҫинчен калаҫнине аса илтӗм эпӗ. — Ӑнланчӗ! Ҫак гаваньри урнӑ хӗвӗшӳре Челкаш хӑйне лайӑххӑн туйнӑ. Халиччен тӗлӗкӗмре ҫеҫ курса, чылай ҫулсем хушши шыранӑ хамӑн тӑван ҫӗршывӑм тейӗн ҫав, — ҫакӑн пек курӑнса тӑчӗ мана ҫак хула. — Ӑҫта каям-ха эпӗ? «Британи» тинӗс тӗпӗнчи чулту ҫине ҫапӑнса ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑна часрах ҫитесшӗн. Тӗкӗр ҫуталса кайрӗ, капмар ҫуртсен картлӑ-картлӑ ӗлкисем, хӗвел анас умӗнхи шуҫӑмпа ҫиҫекен чӳречесем, йывӑҫсен сулкашакан тураттисем курӑнаҫҫӗ, тӗттӗм пӳлӗмре ҫын ушкӑнӗсен уҫӑмсӑр кӗрлевӗ илтӗнет. Анна Васильевна ҫӳлелле пӑхрӗ. Хуть те мӗн пулсан та, эпӗ урӑх нимӗн те тума пултараймастӑп! Манӑн та телей сӑнаса пӑхма кӑмӑл пур, ман тӗле те Терек парнисем ҫакланмӗҫ-и, тетӗп. Ҫакӑн пек чух этем тени пӗрре ҫӗре ӳкнӗ хыҫҫӑн ура ҫине тӑма пултарайман ҫын пекех пулса каять: пур иртен-ҫӳрен те таптать ӑна. Утса килнӗ сасӑ пӳлӗм патнеллех ҫывхарчӗ, темле юрри те уҫҫӑнрах янӑра пуҫларӗ, юрри вара те вилнисене асӑнса кӗл тунӑ майлӑрахчӗ, те хурлӑхлӑн йынӑшниччӗ. Шӑппӑнрах, эсрелӗ!.. Ученӑйсем ку кӗнекене ытла пахаласах каймаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑмсемпе ахаль халӑх хушшинче ҫак, этем ӑрӑвӗн ҫитменлӗхӗсем ҫинчен калакан кӗнекене пит хисеплесе вулаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах амӑшӗн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ: — Ах, турӑҫӑм! Ҫамрӑкрах чухне манра тӗлӗк евӗр пӗр ӗмӗт пурӑнатчӗ: хам ҫитме пултарайман, тӗнчере халлччен пулман, ыттисенчен пач расна хӗрарӑма юратса пӑрахассиччӗ, унпа ман, пӗлетӗр-и, нихӑҫан нимӗнле пӗрлехи те пулма пултараймасть. Ҫав тиркени мана хуйха ӳкеретчӗ, хуҫасен саккунӗсене тарӑхаттӑм, саккунсене пӑсни — маншӑн хавасланмалли пулса тӑчӗ. Ну-с! Епле тискерленсе кайнӑ-ха эсир! Пӑхӑр-ха: акӑ вӑл епле ҫырать. Тепӗр ҫур сехетрен Макар, ҫул май пекле, нумай чӑхлӑ Аким Бесхлебнов кил картине кӗчӗ. — Анчах Мускава эпир пӗрлех ҫитмелле. Комиссарсӑр пуҫне, пурин те ӗҫсем аванах пычӗҫ, калаҫусем халӗ пӗрмаях госпитальтен тухса каясси ҫинчен пулчӗҫ. Хулара, анчах тахӑш тӗлте, пӗр-пӗринпе курнӑҫмалли вӑрттӑн вырӑнсенче тӑшман: ыран каҫхине пуҫлӑпӑр, тесе йышӑннӑ. Касса тикӗсленӗ хӗрлӗ мӑйӑх айӗнчен ҫӳп-ҫӳхе тутисем курӑнаҫҫӗ. Вӗсем пӑртак тӑрӑхласа, ӑшшӑн кӑна кулса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Икӗ мильӑна яхӑн Дик Сэнд хӑй ҫыннисене юханшыв хӗррине илсе пычӗ — ку юпӑ пысӑк юханшыва юхса кӗмеллех ӗнтӗ. Вӑл ҫапла каланине: «Эсир чӑнах чирлӗ пулсан ҫавна каласа парӑр; калама килӗшмесен вара — эпӗ эсир юри чирлем пек тунӑ тесе шутлӑп», — тенине астӑватӑп. Ку питех те кулӑшла пулассине пӗлменччӗ эпӗ. Ҫирӗктӑрри-кайӑксен ушкӑнӗ, сывлӑшра чӑрсӑррӑн та савӑнӑҫлӑн чӗвӗлтетсе, сад урлӑ вӗҫсе кайнӑ. Ҫак вӑхӑтра ун патне юлташӗ матрос пырать, вӑл аманнӑ юлташне картус тӑхӑнтартать те, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тенӗ пек хӑлаҫланкаласа, хӑйӗн туппи патне таврӑнать. Ҫыру ӑна ҫав тери пӑшӑрхантарчӗ. Кӗрт мана. — Епле маттур эсир! — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах унӑн ал тымарне тытрӗ. Ганс тытман пулсан, эпӗ гранит стенисем ҫумне перӗнсе пуҫӑма та салатнӑ пулӑттӑм. Сулӑ ҫук! — Ҫук, Джим. Ваше превосходительство, ыран ман патӑма пырса хӑна пулма кӑмӑл тумӑр-и? — Эпир Ганса ӗҫ парса хӑвартӑмӑр та, хамӑр уҫӑлса ҫӳреме кайрӑмӑр. Вара лашине утланчӗ те кайрӗ. Паян станци Станкович чирлӗ пиркиех ӗҫлемерӗ вӗт. Ривэра хӑйне-хӑй тыткаланипе вӑхӑта епле ирттернинче чӑнах та темӗнле вӑрттӑнлӑх пулнӑ. Няня мӗн шутлӗ, Егор. Мушкетсем хушшинче кортиксем выртаҫҫӗ. — Курпун ҫинчен калатӑр-и эсир? Эсӗ пачах нимӗн те ӑнланмастӑн пулас — тӑр-ухмах тейӗн. Майор тӗлӗнчӗ. Вӗсен пӑшалсем, мушкетсем, пистолетсем нумай, анчах патронсем — сахал. — Пӗлетӗп. Хытӑ ҫилленнӗ пулсан та, Монтанелли хӑй панӑ сӑмах ҫинчен аса илчӗ. Ҫак хушӑра Любишкин килсе ҫитӗ, ҫапах та, мана вӗлерсе пӑрахма хӑяс ҫук-ха вӗсем. — Хӗрарӑмсем, яра парӑр! Вырттарса йӑвалантарӑр ӑна, сысна аҫине!.. Андрейӗн тепӗр уринчи аттине те хывса илчӗҫ. Вӑл йӗри-таврари япаласене уйӑрса илме тӑрӑшрӗ. Алӑка ҫапла уҫса шала кӗтӗмӗр, шӑрпӑк ҫутса пӑхрӑмӑр та ку ҫурт сарай ҫумне тӗксе лартнӑскер кӑна-мӗн, Джим патне кӗме ҫук; урай та ҫук кунта, пӗр сӑмахпа каласан, никама та кирлӗ мар тутӑх катмаксемпе кӗреҫесемсӗр пуҫне, нимӗн те хуман кунта. Ҫула кайма тухнӑ салтак шухӑша кайса пуҫне сулкаласа илчӗ, чӗлхине чӑплаттарчӗ, унтан вара атӑ кунчи ӑшӗнчен чӗлӗмне кӑларса, ун ӑшне табак тултармасӑрах, сӳннӗ табакне чавса хускатрӗ, чӗлӗм туртакан салтакран пӗр татӑк ӑвӑ чӗртрӗ те пуҫӗнчи ҫӗлӗкне илчӗ. Дик шыв илнӗ кӑткӑ йӑвине шыв чанӗпе танлаштарни те тӗрӗсех. — Пар пӗр тенкӗ — каятӑп! — салхуллӑн сӗнчӗ Чурка. Виктори провинцин ҫӗрӗ ҫине кӗрсен пӗрремӗш кунӗнче, Паганель сӗннӗ тӑрӑх, питӗ чаплӑ каҫхи апат туса ирттерчӗҫ. Ҫиччӗре эпӗ сквера та ҫитрӗм. Ҫурта ҫутас теп, тупаймастӑп. Вӑл ӗнтӗ, калама хатӗрленсе, сарӑ пӗчӗк сухалне ывӑҫласа тытнӑччӗ, анчах Давыдов ӑна айккинелле сирчӗ: — Эпӗ пӗтерем-ха, унччен, тархасшӑн, ан чӑрмантар… Ну, мӗнле, эсир каялла кайма хатӗр-и? Джемма ун ҫумӗнчи вӑрӑм тенкел ҫине анса ларчӗ те урӑх сиккеленмерӗ, сайра хутра ҫеҫ хӑрах аллин пӳрнине тутисем патне илсе пырса, — тепӗр аллипе амӑшӗн пуҫ айӗнчи минтерне тытса ларать — Санин пӑртак хускалкаласа илсенех ун ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа шӑп лар тесе тутисемпе кӑтартрӗ. Ҫакна кам хӑтланнине эпӗ пӗлместӗп, анчах упӑшкана анонимлӑ ҫырусемпе тӑкӑлтарса хӑшкӑлтараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне татах икӗ питех пысӑк ыйтӑва — апат-ҫимӗҫпе транспорт ыйтӑвне татса парасси юлчӗ. — Тата мӗн? Жоржетта, ҫак кресло патӗнче тӑрса, шӑтӑксене пӳрнипе чакаласа хӗлӗхсене турта-турта кӑларать. Хаоран ан хӑра, ансам… Манӑн ҫур ҫӗр иртсен тин хурала тӑмаллаччӗ, анчах эпӗ выртса ҫывӑрмалли вырӑн пулнӑ пулсан та пурпӗрех выртмастӑмччӗ, мӗншӗн тесен кунашкал аслатиллӗ ҫумӑр кашни кун кураймастӑн. — Кӑмӑллӑ француз пӗр пирусне вӗрсе кӑларать те, кӑшт кӑна пуҫ тайса илсе, сигарочницине офицере тыттарать. Вара капитан помощникӗ хӑйӗн каютине чупрӗ. Вӗсен хырӑмӗсем питех те выҫнӑ, ҫавӑнпа вӗсем пулӑ тытса вӑхӑта та ирттерсе тӑмарӗҫ, сивӗ ветчинапах аван апатланчӗҫ те пуплемешкӗн сулхӑна кӗрсе выртрӗҫ. Мӗнле ха эсӗ пирӗн права ҫук тетӗн? Ҫӗнӗ атӑ, икӗ кӗпе, пальтопа ҫӗлӗк, чӑлха, кальсонсем параҫҫӗ». Хирте, унтан инҫе те мар, ҫӑра тусан мӑкӑрланса тухать, ҫав тусан хыҫӗнчен лаша тӑпӑртатни те ҫын сасси илтӗнет. Тепӗр кунне эпир чылаях ир тӑтӑмӑр. — Ҫук, ыратмасть, — терӗ Бояркин шӑппӑн. Сывӑ пултӑр Сталин! — Эй, ҫӳлти аттемӗр, санӑн яту хисеплентӗр, — пӑшӑлтатма тытӑнчӗ карчӑк хӑйӗн типсе кайнӑ тутисемпе. Кунта такам пур. Эрех манаха ӳсӗртни палӑрмарӗ, анчах та унӑн пӑтранчӑкрах куҫӗсем, халӗ те пӗрмаях сӑмси вӗҫне пӑхнӑ пулин те, сисӗнмеллех ҫутӑлса кайрӗҫ. Уйӑхсӑр каҫ пулсан та йӗри-тавра ҫап-ҫутӑ, мӗншӗн тесен кӑнтӑр енчн ҫӑлтӑрсем ҫутатса тӑраҫҫӗ. Мана ним те пулмасть. Ҫапла-и? Анчах пирӗн каллех кунта килмелле пулать, мӗншӗн тесен, хам участокри восстание эпӗ кунта, Шырланпуҫра пуҫлатӑп. Вӑкӑрсем вӗсенчен чылай инҫе утса кайрӗҫ. Гриша каланӑ тӑрӑх, танкистсем ӗҫеҫҫӗ… ну, паллах ӗнтӗ, лётчиксем те… — Ан ҫывхар! — асӑрхаттарчӗ вӑл поручике, хӑйӗн куҫӗсем сиксе тухас пекех пулса кайнине, вӗсем ыратма пуҫланине туйса. — Джиованнирен-и? Ун чухне вӗсем ҫара пуҫӑн, кивӗ вӑрӑм кӗрӗксем тӑхӑнса, чи вирлӗ чупакан лашасем ҫине утланса, хаваслӑн кӑшкӑрашса, ҫухрашса, ури-аллисене сулласа, кула-кула сиккипе чуптараҫҫӗ. — Нимех те мар… эпӗ халь те кӑштах вӑйсӑртарах-ха… Ефрейтор, ватӑ кавалер, казаксем ҫине ҫилӗллӗн пӑхса, салтаксене ҫывӑхранах илсе пычӗ. Ҫапла вара ҫул ҫинчех тӑракан Лукашкӑпа Назаркӑн пӑрӑнмаллаччӗ. Чӑнах та, Инсаров Анна Васильевнӑпа калаҫма пуҫласшӑнччӗ; ҫав вӑхӑтра Елена тӑчӗ те ӑна васкавлӑн айккинелле, чӳрече патнелле чӗнсе илчӗ. Йӗкӗтсем чун каничченех ашкӑнаҫҫӗ. Ҫанталӑк пӑсӑлса кайрӗ; ҫил тухрӗ. Тимур Квакин патне ҫывхарать. — Эпӗ ҫирӗмре ӗнтӗ… — Мӗншӗн-ха? — ыйтрӗ Андрей. Анчах вӗт ӑна ахалех каласа паман, малтан ӑна «никама та каламӑп» тесе сӑмах партарнӑ. «Пичче» ахлатса сӑхсӑхрӗ, унтан вӗсем пурте пирӗн паталла утрӗҫ. Вӑрҫӑ халӗ — нимӗнли те курӑнмасть. Хӑрах алӑсӑр офицер ун ҫине йӑл кулса пӑхса илчӗ. Анчах вӗсем пире хӗрхеннӗ-и? Мана мӗнле те пулсан сиен тумасӑр утӑм та тумасть вӗт вӑл! Тарӑхса ҫитнипе Сильверӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ. Вӑл утӑ ҫулакансене таҫти ют кӗтӳри сурӑха вӑрласа та пулин тӑрантарать!.. Виҫӗ лаши те таканлӑ пулнӑ. — Ман пирки? — Хамӑр ҫул ҫӳренинчен. — Кур-ха, шуйттансем, алхасса кайрӗҫ ав, ывӑнман пулас, — илтӗнчӗ каллех арба хыҫӗнчен карчӑкӑн ыйхӑллӑ сасси. Халӗ те акӑ эпӗ ҫак тетраде тӗтре витӗрех куратӑп, манӑн питҫӑмарти тӑрӑх вӗри куҫҫуле шӑпӑртатать. Кукамай вилӗ шӑтӑкӗ умӗнче ҫӗре ӳксе пуҫҫапрӗ, ӗсӗклесе, уласа макӑрса ячӗ те аяккалла утрӗ, ун хыҫҫӑн кукаҫей те, куҫӗсене картус сӑмси айне пытарса, кивелсе кайнӑ сюртукне туртса юсакаласа уттарчӗ. «Ӑҫта каятӑн? Пӑван кардиналпа курнӑҫмалли ҫинчен полковник никама та каламан, ҫавна Пӑван хӑй ҫинчен сӑнчӑрсене вӗҫертсе, двореца илсе кайнӑ чухне ҫеҫ, пӗлнӗ. Ылттӑнпа илемлетнӗ тумтир ӑна питех те килӗшет. Лешӗ, пырне аллипе шӑлса илнӗ те, ҫаврашка куҫӗсемпе йӑмӑкӗ ҫине пӑхнӑ. — Яфим! — ҫурма саслӑн калаҫнӑ пӗри палуба ҫинче. Кукамай пӳлӗмӗнче, Мимисӗр пуҫне, тата горничнӑй Гаша пур, унӑн кӑмӑлӗ хытах пӑсӑлнӑ, ҫакӑ унӑн пичӗ ҫиленнипе хӗрелсе кайнинчен палӑрать, Блюменталь тухтӑр, шатра питлӗрех пӗчӗк ҫын, куҫӗсемпе тата пуҫӗпе паллӑсем туса, Гашӑна кӑлӑхах лӑплантарма тӑрӑшать. Валька мана алӑк патӗнче кӗтсе илме пулчӗ, анчах та вӑл темшӗн ҫук-ха, билет илсе кӗрес — айванла хӑтланни пулать, ара вӑл билетсӑрах кӗртеп тесе мухтанчӗ вӗт. Вӑл хытӑ кӑшкӑрса ячӗ. Караванта апат ҫитми пула пуҫласан, надсмотрищиксем хӑйсем мӗн чухлӗ чура вӗлереҫҫӗ пуль! Сахалтарах юратнӑ ҫав эпӗ сана, хӑвна манпа мӗнле кансӗр иккенне те манса пынӑ. Асӑрхан — таптаса каятпӑр. Унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, чӗрине кичем туйӑм ыраттарса, лӗклентерсе ячӗ. — Мӗнле ҫыру? Анчах, ыйтатӑп санран, тӗрӗсне кала, тасаскерӗм… Ҫапла кӑна хӑтӑлма пулать. Ун пек тумасан, вӗсем сана конаксем тӑрӑх та судсем тӑрӑх сӗтӗре-сӗтӗре мӗн вӗлериччен асап кӑтартаҫҫӗ… Мӗнпур экипаж умӗнче вӑл мӑшкӑл вырӑнне пулса тӑнӑ. Марсден пулман пулсан, вӑл ухмаха тухса вилнӗ пулӗччӗ. Ун телейне пула Марсден ҫамрӑк дикарьпа интересленме тытӑннӑ. Миссис Гарпер хуйхӑрнипе, хӑйӗн чӗри кӗҫех ҫурӑлса каяс пек, хытӑ макӑрса ячӗ. Виҫҫӗш те вӗсем шухӑша кайса, пуҫӗсене усса утрӗҫ; сасартӑк, тӗттӗм тӑкӑрлӑка кӗрес чухне, такама хирӗҫ пулса, ҫамкисемпе пӗр-пӗрин ҫине хытӑ пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ те пурте пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ, вӗсене хирӗҫ те вара ҫавнашкалах кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ. Терек шывӗнчен кӑнтӑралла — Аслӑ Чечня, Кочкалык хысакӗ, Хура тусем, унтан тата темӗнле ту хысакӗ, юлашкинчен вара юрпа витӗннӗ, куҫа ҫеҫ курӑнакан, анчах та никам нихҫан пулса курман тусем. Анчах та тем амакӗ манӑн ал-урана ҫыхса лартрӗ. Тӗрӗ кӑшӑлӗ ҫумӗнче Мими ларать, вӑл тӑтӑшах пуҫне ҫилӗллӗн пӑркалать, тӑруках ҫул хывса, ун пичӗ е алли ҫине пӗрре кунта, тепре унта вутлӑ йӑрӑм ӳкерекен хӗвелтен пӑрӑнасшӑн вырӑнтан вырӑна куҫкалать. Католик чиркӗвӗсен пуҫлӑхӗ, Рим папи, 1616 ҫулта указ кӑларнӑ. Эпӗ ӑсран туха пуҫларӑм. Апла пулсан, эпӗ малтан хама валли кӗтес тупма тӑрӑшӑп, унтан кунта кӗрӗп, ӗҫ пирки калаҫӑпӑр. Е-епле сӑмахсем калатӑн? — тӑстарчӗ тӗлӗннӗ пек пулса. — Мӗн чухлӗ килӗрен? Ҫур сӑмах та, чӗрӗк сӑмах та, — тетӗп эпӗ. — Аллуна ҫак кӗнеке ҫине хур та тата тепӗр хут кала. Пар-ха мана модӑпа ҫӗленӗ чаплӑ фрак, ҫыхса ярам эсӗ ҫыхакан галстука, эсӗ вара эпӗ тӑхӑнакан аттӑн тӗпне те тӑрас ҫук. Ил, ан хӑра! Капитан хирӗҫлеме пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ҫав ҫынсем «Пилигрим» хуҫин арӑмӗ, Уэлдон миссис, унӑн пиллӗкри ывӑлӗ Джек тата вӗсен пурте «Бенедикт пичче» тесе чӗнекен тӑванӗ пулчӗҫ. «Ну, ме апла-тӑк, ҫи, пырна лартса чыхӑн, ме! — пуҫларӗ вӑл, куҫӗсене хӑвӑрттӑн уҫа-уҫа хупнӑ май тута кӗтесӗсене усӑнтарса. — Чӑнахах та, пӳрт-ҫурт инҫерех маррине ӑҫтан шухӑшласа кӑлартӑн-ха эсӗ? — тесе хутӑм эпӗ. Корчагин — батальон ҫар комиссарӗ, ун батальонӗ хӑй хыҫӗнчех тӑрать. — Берестовсем — ашшӗ те, ывӑлӗ те! Ыран пирӗн пата хӑнана килеҫҫӗ! Унӑн сӑмси каҫӑртарах, анчах эсӗ ачасемпе ӗҫлеме пултараттӑн-ҫке. Петруха, Олеша — туслӑ пурӑнӑр. Ун умӗнче, ту айлӑмӗнчех, Бяла Черква сарӑлса выртать!.. Урисемпе тапа-тапа пӑхса, вӗсем ҫак япала шалта хӑвӑллине пӗлнӗ. Ҫак нимӗнле хӳтлӗхсӗр инкеклӗ ҫырантан «Дункан» аякра тӑрать пулсан, тӗлӗнмелли унтан нимӗн те ҫук. Пурне те малтан курса сыхланма пӗлекен Джон Мангльс, паллах, урӑхла тума пултарайман. Пухусенче кирек мӗн чухлӗ суй, анчах кунта эпир калаҫатпӑр. — Печорин… — Мӗн терӗн эсӗ? Халь ӗнтӗ — мухтав турра! — кашнинех харпӑр хӑй аллипе хӑйне валли ҫимӗҫ тумалли вӑхӑт ҫитрӗ. — Халь ӑҫта вӑл? Эсир, сухаҫӑсем, хуратул акакансем, сурӑх кӗтекенсем, хӗрарӑмсене юратакансем! Ҫитет сире плуг хыҫҫӑн ҫӳресе хӑвӑрӑн сарӑ пушмакӑрсене ҫӗрпе варалама, арӑмсем патне вӑрттӑн пырса рыцарла вӑя пӗтерме! Ятсӑр юрамасть, тӑванӑм. Чӗри ӗнтӗ хӑйӗн ҫерҫи чӗри пек кӑна пулӗ те, ҫапах та… хуйхӑрма пӗлет, ачам! Вӑл студент, тир тӑвакан рабочи ывӑлӗ, вӑтам пӳллӗ, сарлака кӑкӑрлӑ, киревсӗр ҫинҫе пӗҫӗллӗ йӗкӗт, пӑхсан — кутӑн тӑратнӑ виҫкӗтеслӗх манерлӗскер, аялти кӗтесси кӑшт катӑлнӑ пек курӑнатчӗ, — ури лапписем вӑл студентӑн хӗрарӑмӑнни пек пӗчӗкӗччӗ. Тӗттӗм пуласпа, выльӑхсене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн, кӗпин шалпар ҫанни ӑшне хӗвелҫаврӑнӑш хурса, вӑл хӗрсемпе пӗрле кулса калаҫкаласа ларма урама тухать. Туннеле кӗнӗ тӗле тутӑхнӑ ҫекӗлрен хунар ҫакса янӑ. Хӑлхисем пуҫӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларнӑ. Вӑл Голышева куҫран пӑхрӗ. Ну-и, патӑмӑр! — ӑна хирӗҫ хуравласа пулас, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ Умрихин. — Кама кирлӗ кунта ҫак хупах? Джек матроса, рулевоя пулӑшакана, тав туса, каллех штурвал кустӑрмине тытнӑ чухне, Дикӑн кӑмӑлӗ тулнӑччӗ. Часах вӑл аслӑ урам варрине ҫитрӗ. Мӗн пиркине пӗлместӗп; эпӗ ҫамрӑк хӗрачах мар ӗнтӗ, вӑл вара простой та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Ку ӗнтӗ пӗрре те Даша инке япали пек мар. Вӑл вӑрманта та колхоз йӗркисене ҫирӗп тытса пынӑ, халӗ ак ҫӗр шӑтӑкӗсене вырнаҫнӑ ял-йыш, вӑл ертсе пынипе, бригадӑсемпе звеносене уйрӑлса, ҫуракине хатӗрленнӗ. — Шиклӗ ӗҫ, — ӑнлантарса пачӗ Яков. Вӑл мӗнле халь?..» — Ӑнлантӑн-и? Килнӗ ҫын Давыдов патнех пычӗ, ӑна сарлака ҫурӑмӗнчен ыталаса илчӗ. Полозова г-жа унпа тӗл пулнӑ кашни ҫын умне, Пушкин сӑмахӗпе каласан, «илемлӗхӗн тасалӑхӗ» пек тухса тӑрас ҫук, анчах хӑйӗн хӑватлӑ туртӑмӗпе илӗртекен вырӑс та мар, цыган та мар хӗрарӑмӑн чечекленекен пӗвӗ умӗнче… кашни арҫын ирӗксӗрех чарӑнса тӑнӑ пулӗччӗ! Вӑл куҫӗсене хупать те, аллисене пуҫ урлӑ хурса выртать, пирусӗ ҫӑвар кӗтессине ҫыпҫӑнса ларса хуллен мӑкӑрланать, вӑл ӑна чӗлхипе тӳрлетет, ҫав тери хытӑ туртса ӗмсе илет те ун кӑкӑрӗнче тем хӑй-хӑй тутарать тата пит пысӑк пичӗ тӗтӗм ӑшне пулать. Ҫак Ваняткӑна илмелле пулчӗ. «Чирлесе ӳкрӗм эпӗ, чунӑм, больница патне ниепле те ҫитейместӗп, ҫурӑм чикме пуҫларӗ…», — тетӗп ӑна. Вӑл кулать: «Эпӗ илсе ҫитеретӗп сире, манран тытӑр эсир». Ывӑлӗ ҫине сиввӗнрех пӑхса илсе, Ерофей Кузьмич кӗреҫине ҫӗклерӗ те, чунтан тарӑхса, хӑрах аллипех ҫӗре касса лартрӗ. Анчах та июнӗн 13-мӗшӗнче, Негоро хӑйпе ҫӗр пин доллар тупӑш пама пултаракан ҫырӑва илме киличчен пӗр кун малтан, Казондене Алвишпа ытти чура сутуҫисене савӑнтаракан хыпар килсе ҫитнӗ: 1873 ҫулхи майӑн 1-мӗшӗнче тул ҫутӑлнӑ чухне Ливингстон Дэвид вилсе кайнӑ. «Акӑ, ҫавна тарӑхтарассишӗнех, Назанский патне каятӑп, — кӗтмен ҫӗртенех шут турӗ те ҫийӗнчех ҫакӑнта темле тавӑру киленӗҫӗ пуррине туйса илчӗ. Нимӗн иккӗленмелли те ҫук ӗнтӗ, ҫак чӗн тутине м-мана тӳсме пӳрне пек, вӑл хӑйӗн ӗнси ҫинче тутанса п-пӑхман пулӗччӗ. Ҫакӑ питех те вӗчӗх ватӑ хӗр, вӗренекен хӗрачасен пӳрнисене, лайӑх авкаланакан пулччӑр тесе, пит «ӑста» хуҫкалаканскер, музыка илемне кӑштах та пулин туйма пултарнине путарса лартас ӗҫе те пит пӗлсе туса пыратчӗ. — Сирӗншӗн хӑрушӑ пулма пултарассинчен, — тесе ответлерӗ Морис, пӑртӑк тӗлӗнсе кайнӑ пек пулса. Вӑл пире канма та вӑхӑт парать. Хӗвелтухӑҫӗнчен кӳнӗ эмелсем те, сӑмахран каласан, кӑнӑхвар, пит хаклӑ пулнӑ. Ҫав япаласем ӳсекен ҫӗршывсенче вара — Индире е Молукк утравӗсенче — ҫаксем пурте хамӑр таврари сӗлӗрен е пӑрҫаран хаклӑ пулман. Мӗншӗн-ха Хӗвелтухӑҫӗнчен илсе килнӗ лайӑх шӑршӑ кӗртекен япаласемпе эмелсем Европӑра ҫаван пек хаклӑ тӑнӑ? Анчах ун пек пулсан та пистолетпа пеме май пулнӑ вӗт. Амӑшӗ ҫаксене пурне те ыттисенчен уҫҫӑнтарах курать, мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫӑн салхуллӑ сӑн-сӑпатне вӗсенчен лайӑхрах пӗлет, ҫавӑнпа та халь, шухӑшланипе, тарӑхнипе, пурнӑҫ сӑн-сӑпачӗ пӗрпекленнине курсан, вӑл хӗпӗртет те, хӑрать те. Пӗр ҫирӗм секунда хушши шӑп тӑнӑ вӑхӑтра юланутсем тӑшман тӗлӗнчен иртсе кайса ҫӑлӑнас ҫул ҫине тухма ӗлкӗрнӗ. Вилни те унран лайӑхрах… Климовран эпӗ Гидрографи управлени начальникӗ патне пакет яратӑп. Унта — эпӗ сӑнанисем, служба йӗркипе ҫырнӑ ҫырусем, хамӑр дрейф историйӗ ҫинчен ҫырнӑ отчетсем пулаҫҫӗ. — Иван Павлыч, — терӗм эп, коридорта вӑрӑм мӑштукпа туртакан Кораблева курсан, — лётчике вӗренме миҫе ҫултисене илеҫҫӗ? Халь вӑл йывӑр маузер ҫакнӑ пиҫиххине хытаркаласа, снаряд вӗҫнине итлет, кӗҫ-вӗҫех ҫурӑлса каясса кӗтет. Приборсен кӑтартӑвӗсене, вӗсем тӗрӗс ӗҫленине пӗлме, вӑхӑтран вӑхӑта танлаштараҫҫӗ. Эпӗ вӗсем савӑнӑҫлӑн тӑрмашнине куртӑм, анчах та унта йывӑр япала пулманнине туйрӑм. Темскер, пирӗн пек мар ҫырни те пур пулас-ха кунта… — терӗ те старик, кинжала Дегтяренкӑна кӑтартрӗ. — Апла пулсан, — терӗ майор, — вӑрмансенче ӗҫлесе пӑхатӑр. — Ӑна юратнӑ пек, никамах та юратманччӗ-ха патша. Мана ҫунса кайнӑ хула варринче тӑрса юлнӑ крепӑҫе илсе пычӗҫ. Кунта мана гусарсем хуралти офицер аллине пачӗҫ. Пӑван Джемма ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Мӗн тери йывӑр вӑл — пуринчен те хыҫалта сӗтӗрӗнсе пырасси. Ҫапла вӗт, э? — Мӗншӗн? Якова хӑй Маврин поручикӗн командине илтнӗн туйӑнчӗ: — Р-но-о! Шульгович полковник сулахайри кӗтесре, сӗтел хушшинче, ларатчӗ. — Ҫуранах! — терӗ Сашенька. Вӗсем Медынскаяпа французла калаҫнӑ, юрӑсем юрланӑ, ахӑлтатнӑ, ҫав вӑхӑтрах Фома, вӗсем ҫине пӑхса, шӑртланса, кӗвӗҫсе ларнӑ. Хӗрарӑмсем тӑванӗсене вӑратма пикенчӗҫ, ватӑ хуҫапа ывӑлӗсем юханшыв хӗрне вӗҫтерчӗҫ, лешӗ София миспа юханшыв урлӑ каҫса ӗлкӗрме пултарать. Ҫӑва патне кайтӑр вӑл, пуянлӑх! — Тавтапуҫ сире, — тесе хучӗ майор, — Робинзон рольне валли пултарулӑхӑм пӗрре те ҫук ман, ҫавӑнпа эпӗ ӑна питӗ начар вылянӑ пулӑттӑм. Зверков господин яланах урисене саркаласа тата аллисене кӗсъене чиксе тӑратчӗ. Кунти вырӑнсенче карапсем ҫӳремеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑнсӑртран пурпӗр карап килсе ҫакланасса кӑна кӗтме пулать. Кам каяс тет — кайса хӑтартӑрах ӑна тыткӑнран, ман вара ун куҫ умне курӑнма юрамасть, эпӗ карчӑк кӑштах сивӗниччен, унӑн мана ҫилленни иртсе кайиччен кам патне те пулин пӗр икӗ кунлӑха квартиранта каятӑп. Никита асӑрханӑ тӑрӑх, Баймакова ашшӗ ҫине пӑхсанах, унӑн хитре пичӗ, кустӑрма пек, пӗрре сылтӑмалла, унтан сулахаялла ҫаврӑнчӗ, кӑвакарса, тӗссӗрленсе кайрӗ. Пурӑнӑҫӑн чеченлӗхӗ, хӑвӑр ҫав тери пахалакан енӗ, мана тивӗҫлӗ маррине пӗлместӗр-и-мӗн эсир? — Тӗлӗретӗн-им ҫак эсӗ? Двор ҫумӗнчи паллӑ художниксем тахҫан ӳкерсе илнӗ корольсен, императорсен, папӑсен, кардиналсен, полководецсен тата дипломатсен портречӗсем стенасем ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑн йышши опытсем ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен вӑл темиҫе хут та илтнӗ, ӑнӑҫлӑ пулманнисем ҫинчен нихҫан та илтмен. — Каларӑм вӗт, эпӗ тӗшмӗш ҫын мар тесе, — мӑкӑртатрӗ те Василий Иванович (хӑй ӗнер кӑна сюртук ҫумӗнчен хӗрлӗ лентӑна сӳтсе илме хушнӑ), чума вӑхӑтӗнчи эпизод ҫинчен калама тытӑнчӗ. Эпир вара — ватӑ. Майорпа Джон пӗтӗм таврана тустарса ҫӳрерӗҫ, анчах вӑрман хӗрринчен пуҫласа Сноуи хӗррине ҫитиччен вӗсене пӗр каторжник та куҫ тӗлне пулмарӗ. Юрӗ ҫунаран ҫӳллӗ тултарса лартнӑ, анчах туртасемпе ун ҫине ҫакнӑ тутӑрӗ курӑнса тӑнӑ. — Паянах. Юргина чикарккӑ тыттарнӑ май вӑл ыйтса пӗлчӗ: — Целуйко ӑҫта вара? — Хӑй ӑҫта каяс тенӗ ҫӗре кайтӑр, анчах пиртен аяккарах пултӑр. Огнянов Мӑнастир йӑлӑмӗнчех ҫутӑласса кӗтсе тӑма шут тытрӗ, ирхине курӗ унта малалла мӗн тӑвасса. Малта хуп-хура ҫумӑр пӗлӗчӗ вӑрман урлӑ йӑсӑрланса хӑпарни курӑнать: вӑрӑм та ҫӑра пӗлӗт татӑкӗсем мана хирӗҫ катрам-катрамӑн шӑвӑнаҫҫӗ. Лагере тинӗс енчен хӳтӗлекен сӑртра, эпир тӗрлӗ тумтир тупрӑмӑр, вӗсен хушшинчех пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫывӑрмалли михӗ, ҫӑмӗ пӗтӗмпех йӑшнӑччӗ унӑн. — Иван бай, кам сана ҫакӑн пек хӑрушӑ ят панӑ? — Ах! — йынӑшса ячӗ те тухтӑр, аллинчи револьверне ӳкерчӗ. Пемешкӗн вырнаҫасси-и? — кулса илчӗ Веткин. Типӗтнӗ аш, ҫырла тата пеммикан тултарнӑ михӗсене вигвама кӗмелли вырӑна хунӑ. — Эсӗ кунта-и? Алӑкран чупса тухнӑ Фелима темиҫе теҫетке ҫын сасси чарса лартнӑ. Ватӑ Зеб Стумп сире пулӑшма хатӗр тӑрать. Тӗттӗмре ниме те уйӑрса илме ҫук. — Сирӗн ҫавӑн пек союзникла ӗҫӗрсене Монгомери чарса лартмарӗ-им вара? Промышленноҫ таврашӗнче капиталистсен класӗ юлмарӗ. Паллах, Болгари? Ҫамкунтан чуптӑвӑттӑм та эпӗ сана — анчах эсӗ уншӑн питех ҫунмастӑн. — Эпӗ, Макар, ҫамрӑкранпах, чышкӑлла ҫапӑҫмалла чухне кирек кама та.. — Дик мистер, — терӗ Бат, — мана кӑткӑ йӑвинчен тухма ирӗк парӑр. Ҫав патаксем урлӑ пӗр вӑрӑм йӗр туртса пӑхас килет. Тӗлӗнмелле хӳме пулӗччӗ те вӗт — юрамасть! Ытах та вӑл, ҫав вӑтам хресчен, иртнӗ вӑхӑтсенче шурӑ казак пулса ҫӳренӗ пулсан тата халиччен те вилес пекех харпӑрлӑхшӑн ҫунать пулсан, вара ӑна манӑн вӑл колхоза кӗтӗрччӗ тесе тата тӗнчери революци патне тӳсӗмлӗн ҫывхарса пытӑрччӗ тесе хӑш вырӑнтан пырса ҫуламалла-ши? Мӗн ҫинчен шухӑшлатчӗ-ши вӑл ҫавнашкал вӑрӑм каҫсенче — калама хӗн. Унтан капитан каллех:— Кунта вӗсен крейсерӗсем пӗтӗмӗшпех-и? — тесе ыйтрӗ. Пӗрремӗш: эпӗ унччен каланисене пурне те манӑр, эпӗ халь мӗн каланине лайӑхрах ӑнланса юлма тӑрӑшар. «Фиалка» тесе ҫырни тӗлӗнче вӑл: «Эсир мана питӗ килӗшетӗр» тенине вуларӗ. Капитан карчӑка пилӗк тенкӗ кӑларса пачӗ, пассажирсем те хӑйсен хушшинче темӗн чухлӗ пуҫтарчӗҫ; укҫине карчӑка парсан, вӑл сӑхсӑхса тата ҫынсем умӗнче пилӗк таран тайӑнса каларӗ: — Тӑванӑмсем, кунта хам укҫаран виҫ тенкӗ те вунӑ пус ытларах тухнӑ-ҫке! Кондрат Майданников йӑран ҫинче пӗр хускалмасӑр туртса ларать. Мӗн-ши вара? Вӑл хӑйне хӑй айван та ҫаврӑнӑҫусӑр пек туйрӗ, вара, Белецкий мӗн тӑвать, хӑй те ҫавна тума шухӑшларӗ. Унӑн пуҫӗпе кӑкӑрне темскер хӗнлӗх пусса тӑрать, анчах ҫавӑ мӗнне ача пӗлеймест: карчӑкпа мучи пӑшӑлтатни-ши е сурӑх тирӗн йывӑр шӑрши? Мана ҫавӑ тӗлӗнтерет! Кунсӑр пуҫне, час-часах вӑл хӗрачана уроксем вӗренме пулӑшрӗ, лешӗ вара, хӑш-пӗр чухне, суккӑр ачана ӑнланма йывӑр япаласене ӑнлантарса памалли питӗ лайӑх та ӑста тӗслӗхсем тупма пӗлетчӗ. Волошин майор куҫлӑх витӗр тӗллесе пӑхса куҫӗсене чылайччен картӑ тӑрӑх шутарса ҫӳрерӗ. Ку ытла та кулӑшла. Халех Токарев килет те, пуҫлатпӑр. Шӑплӑхра, библиотекӑн кӑвакрах ӗнтрӗкӗнче, Лося кӗл тӗслӗ куҫсем тӗсеҫҫӗ, Аэлита сасси ӑна-тӑна вӑйлӑ та ҫемҫе асамлӑхпа кӗрет, кӗрет… Анчах философа вӗсен шухӑшӗсем ҫинчен каласа пама пуҫласан, вӑл тарӑхса ҫитсе: ытти йӑхсенчен тухнӑ ӑнлантарса паракансем те ҫак икӗ анкӑ-минкӗ пекех-и вара, тесе ыйтрӗҫ. Ӗнерхи пӑлхану иртсе кайрӗ. Аттене ан ҫӗнтертӗрех ӗнтӗ. Унтан — лашасем тиенӗ вагонсем. Вӑл никама та курмасть. Иртекен пӗлӗтсем ҫуллахи кун шӑрӑхне ытлашши пӑчӑхтарса ямарӗҫ; ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ҫанталӑкӗ аван пулчӗ. — Каҫса каятпӑр, Иван, ан хуйхӑр. — Эсӗ хӑвӑн хулпуҫҫи ҫинче ларакан япалана пуҫ тесе ят пама пултаратӑн-и вара? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Тӑсланкӑ Джон. Темиҫе минутран ординатора чӗнсе пычӗҫ. — Уэлдон миссиспа пӗрле пыракан негрсене, — терӗ Негоро. Карачӑмпа Любим иккӗшӗ те кӗпе-йӗмпех. Амӑшӗн сӑмахӗсенче вӑл йӑлӑнупа асап сассине, Эвелина сассинче — тарӑхнине туять, Макҫӑм вара, хӗрарӑмсене хирӗҫ хӗрӳллӗн те ҫирӗппӗн тӑнӑн туйӑнать ӑна. Сирӗнсӗр пуҫне, никам та нихҫан та ман сисӗм-туйӑма ӑшӑтайманччӗ. — Сӗм ухмах эсӗ! — пӗтӗм ҫын куллине хупласа, хаяр ҫилӗпе кӑшкӑрса ячӗ те стрепке сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗке ҫурри таранах икӗ аллипе ҫавӑрса илчӗ. Елена чӳрече патӗнчен пӑрӑнчӗ. Ҫав ухмахла ят вара ман ҫума яланлӑхах ҫыпҫӑнса юлчӗ… — Пӗтӗмпех пӗтрӗ! — терӗм те эпӗ, ӑна атте ҫыруне кӑларса патӑм. Комсомолра вунсаккӑрмӗш ҫултанпа, партире ҫирӗммӗш ҫултанпа тӑрать. Мьюноди ятлӑ ҫак хисеплӗ сановник мана пурӑнма хӑй ҫуртнех хӑварчӗ, столицӑран тухса кайиччен вара эпӗ ун патӗнчех пурӑнтӑм. Анчах каярахпа чӑтма ҫук йывӑрччӗ мана. Вӑтам ремонт мастерӗ Ходоров Костькӑна плитана темиҫе тӗлтен шӑтарма хушнӑ пулнӑ. Кунти сурӑх ашӗ тути пирӗн сурӑх ашӗ тутинчен начартарахчӗ, анчах ун вырӑнне ӗне ашӗ пит тутлӑччӗ вара. — Ыттисем темле, ӑна пӗлместеп, маншӑн пулсан, пит аван. Питӗ те тӳрремӗн-с. Пӗрремӗш пункт (Евпсихий Африканович сулахай аллинчи хулӑн та ҫӑмлӑ шӗвӗр пӳрнине хуҫлатрӗ): «Уретникӑн, турӑ ҫуртне пурте тӑрӑшсах ҫӳреччӗр тесе, тимлӗхе чакармасӑр сӑнаса-асӑрхаса тӑмалла, ҫапах та унта чух нимле хистев пулмалла мар…» — «Дункан» вунпилӗк узел тума пултарать тесе шутлатӑп эпӗ, ытлашши йӑнӑшмастӑп, ахӑрнех, — терӗ Айртон. Вӑл донья Исидора Коварубио де-Лос-Ланос. Эсӗ мана пуҫ ҫавӑрттартӑн пулмалла. — Аха! — Ҫав ылханлӑ повар тӳрех персе пӑрахать ӑна! — кулянчӗ Геркулес. Эсӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен те салхурах туйӑнатӑн. Эх, ҫав хӗрарӑмпа! — Кама шыратӑр, командир юлташ? Ир пуласса ҫеҫ кӗтмелли юлнӑ. Хапхара Кузьмин курӑнса кайрӗ, унтан ҫурма сасӑпа ыйтрӗ: — Мстислав Сергеевич, сирӗн пата. — Эпӗ ӑна ҫӗнтерме пултаратӑп. Унӑн кӗлетки йӗнертен пуҫласа хулпуҫҫи таран курӑннӑ; хулпуҫҫинчен ҫӳлте нимӗн те курӑнман. Ҫынсем эпир тавлашнине каҫса кайсах итлерӗҫ, Тереза хӑйсен хӑнисем ашкӑнни ҫинчен лӑпкӑн, кун пек япала мӗн тума кирлине ҫеҫ ӑнланма тӑрӑшакан ҫын пек, ерипен каласа пачӗ. Эсир епле шутлатӑр — вӑл килӗшет-ши? — Ҫук! Шуйттан мурӗ! Вилнӗ ҫын чӗрӗ юлнисене ан ҫиллентӗр тесен, вӑл ку тӗнчери ырлӑхсем ҫинчен лере хӗрхенсе ан калаҫтӑр тесен, йӗни те ҫителӗксӗр пулать. Паганель, ҫаксем ҫинчен пурне те хӑйӗн тусӗсене каласа парса, тыткӑнри европеецсем ҫинчен кунта мӗнпур хыпарсене пуҫтарма пулать тесе хушса хучӗ. Катьӑна эпӗ ҫавӑн умӗн ҫеҫ милицинелле ӑсатрӑм-ҫке, мӗншӗн тесен ӑна Сивцево-Вражкӑра пурӑнма ҫырасшӑн марччӗ! — Хуса кӑларчӗҫ, — терӗ Белецкий. Унтан вӑл Вена хӑйне уйрӑм тӗнче пулни ҫинчен чӗвӗлтетме тытӑнчӗ. Вӑл киличчен кӗтсе ларӑп та, Том патне тата тепӗр хут каймалла тет пулсан, эпӗ те унпа пӗрле каятӑп, ҫуран ишсе те пулин каҫатӑп; лере эпир ӑна, сулӑ ҫине ҫыхса лартса, хамӑрпа пӗрле илсе каятпӑр; Тома сыватса ҫитерсен, мӗн чухлӗ тӳлемеллине тӳлесе е хамӑрӑн мӗн чул пуррине пӗтӗмпех парса ӑна ҫырана кӑларса хӑваратпӑр. Сутӑҫӑ, яланхи пекех ҫупа вараланнӑ ҫи-пуҫлӑ пакӑлти хӗрарӑм, ӑна хӗрхенчӗк кӑмӑлпа йышӑнчӗ. Ӑшӑнта ҫапла шухӑшлатӑн: «Ҫук! Ҫакӑн пек хӑрамалли ҫынран хӑвӑртрах пӑрӑнас тесе, вӑл васкавлӑн кайрӗ. — Ӑна усратпӑр эпир, аппа! Ӗне пӑруламан-ши тесе, сивӗ ҫӗр варринче миҫе хутчен вӑрана-вӑрана кайман-ши Кондрат, урисене ҫӑматӑ тӑхӑнса, аялти йӗм вӗҫҫӗнех миҫе хутчен чупа-чупа тухман-ши вӑл ӑшӑ картана. Хӗрсем манпа харкаша пуҫларӗҫ» — тесе ырӑ мар шухӑшлать те старик, пӑрӑнса каять. Капитан Смоллетт, пӗрремӗш степӗнлӗ моряк, пирӗн карапа хамӑр усӑшӑнах илсе пырать. Питӗ шӑрӑх, атмосфера электричествӑпа тулнӑ. Печорин ӑна аллинчен тытрӗ те: чуп ту мана, тесе йӑлӑнма тытӑнчӗ. Онбаши ӑна шанмасӑр пӑхса илчӗ. Ҫилленсе хыттӑн кӗҫенсе, вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне пӗтерме тӑрӑшнине кӗретех хирӗҫ пулнине палӑртрӗ. — Кӗр, ҫӗлен-калта, хӑвӑртрах! — чышкисене чӑмӑртаса кӑшкӑрчӗ вӑл. Тӑваттӑшне ҫеҫ курнӑ, анчах вӗсем темиҫе ҫӗр ҫыннӑн авангарчӗ ҫеҫ пулма пултарнӑ. Ҫапӑҫура хӑвӑн тӑшманусен тӑшманӗ пул, ҫӗнтерсен вара вӗсен тӑванӗ пул… — Ку питех те интереслӗ пулмалла, пичче, анчах эсир ҫырса пыни ҫителӗклӗ тӗрӗс пулӗ-ши? — терӗм. Вӑл тӑтӑшах ӳкетчӗ тата суранланатчӗ. Кунӗ-кунӗпех койка ҫинче пӗрре тӑмасӑр выртса ирттерни те пулкаларӗ. Паллах ӗнтӗ, хӑшпӗр чухне ик-виҫӗ кун хушши урӑ пуҫпа ҫӳресе, хӑйӗн обязанноҫӗсене мӗнле килнӗ ҫапла туса пыни те пулкалатчӗ. — Асра тыт, Говэн: хӗрарӑма Мария-Антуанетта тесе чӗнеҫҫӗ пулсан, ӑна хирӗҫ, старике Улттӑмӗш Пий папа тесе чӗнеҫҫӗ пулсан — ӑна хирӗҫ, пӗчӗк ача Людовик-Капет ятлӑ пулсан — пӗчӗк ачана хирӗҫ пӗр хӗрхенмесӗр кӗрешмелле. Ку вара питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ: миллион мӗн иккенне пӗтӗм класс ӑнланса илӗччӗ! Кукаҫей кукамай ҫине суккӑр ҫын пек пӑхрӗ те, тулалла тухса кайрӗ: — Пытармашкӑн ман укҫа ҫук, ху мӗнле тӑвас тетӗн… — терӗ. Унӑн куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ тата хӑранипе хӑлхисене пӑчӑртаса лартнӑ ҫамрӑк пуҫӗ пӗр-ик ҫеккунт Миките хулпуҫҫипе тан пынӑ та каярах юла пуҫланӑ. Пӑван ун ҫине чеен пӑхса илчӗ те: — Хальхинче телей пулмарӗ сирӗн! Унтан хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр, садран тухса кайрӗ. Акаци тӑррисем урлӑ азотея ҫинчи чӗнтӗрленӗ карлӑк курӑнса кайнӑ. Вӑл, лутра вӗтлӗхӗн ҫӑра чӑтлӑхне чӑмрӗ тейӗн, ҫавӑнтах куҫран ҫухалчӗ. Федька, пиччӗш хулпуҫҫийӗ урлӑ сӗтел ҫинчи сахӑр катӑкӗ ҫине пӑхса илет те, сурчӑкне ӑмсануллӑн лӑнкӑртаттарса ҫӑтать. Ҫур ҫӗр ҫитес умӗн лавҫӑсем каллех вут тавра пуҫтарӑнса ларчӗҫ. Купӑс шӑп пулчӗ. Петӗр хӑйӗн кӑмӑлӗ темӗн пирки пит те тулнипе сассӑр кулса ячӗ, пуҫӗпе сулма тытӑнчӗ, анчах тепӗр самантран амӑшне Рыбин пирки ют ҫын тесе калани вырӑнсӑр пулнӑ пек тата ҫакӑ хӑйне кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Юргинӑн сулахай аллине, чавсаран аяларахран, вараланчӑк тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ. Калчо каллех Огнянова фляга пачӗ. Ирхине вырӑн ҫинчен тӑрас вӑхӑтчен пӗр сехет малтан, радиопа ҫичӗ сехетре паракан пӗрремӗш сводкӑна итлеме чи кахаллисем те тӑрса пычӗҫ. Мухтав, сана, туррӑмӑр, Аркадий Павлыч, мухтав сана, туррӑмӑр! Португалец! — Сӑлтавӗ ҫук! Эпир те иксӗмӗр пушӑ иллюминатор патне пырса пӑхар-ха. Стена ҫине Уйӑх карттине ҫакнӑ. Ку питӗ аван! Хӑш-пӗр чухне, ытла васкаса опытсем тунӑ вӑхӑтра хӑйӗн япалисене ҫӗмӗркелет пулин те, вӑл гениллӗ геолог тата ҫивчӗ аслӑ минеролог та пулнӑ. Унтан пӗр сукмак тупрӗ те, ҫак сукмакпа тӳрех хӑй килӗ хапхи патне пырса тухрӗ. Мана вӗрентсе урӑхлатас вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, эпӗ — партизан, ҫавӑнпа та хамӑрӑн партие тӗрлӗрен сволочьсем тапӑннинчен епле хӳтӗлемеллине хамах пӗлетӗп! — Ӑнӑҫсӑрлӑхсем пайтах пулнӑ унта, — малалла каларӗ Кораблев. — Сана юрать пулсан, кил-ха ман пата, ирпеле, иртерех, — эпир вара каҫчченех Франкфурт таврашӗнчи вырӑнсенче уҫӑлса ҫӳрӗпӗр… Кимӗ айккисенче, куҫа шартаракан ҫутӑра, хӑмӑр яка ҫӑмлӑ, ҫурхахлӑ икӗ ҫунатлӑ чӗр чун авкаланса-явкаланса вӗҫет. — Мӗн пулнине калатӑп. Ҫиленсе кайса вӑрҫса пӑрахрӗ. Пурччӗ, халь ав, ҫук та! а эп хамӑн ула кӗсрене таканлаттарас тенӗччӗ!..» Пӗр пытармасӑр каласа пани анчах сирӗн пурӑнӑҫна ҫӑмӑллатма пултарӗ. — Эсӗ мӗн пӑхатӑн? Кушак та Мартини ҫине килте пит усӑллӑ япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. — Ӑҫта! — мӗкӗрсе ячӗ лешӗ. — Ҫук ӗнтӗ текех пӑрӑвӑм… Анчах пеме ӗлкӗреймерӗ: ун сасси ҫинех алӑк урати тӗлӗнче граната шартлатса ялтлатрӗ, каҫ шӑплӑхӗнче ручной пулемет шатӑртатни хӑрушшӑн янӑраса кайрӗ. Тимлӗн итлесе, Макар хытӑ тӗлӗннипе савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ: «Ара, ку парадри пекех-ҫке, дивизие смотра илсе тухнӑ чухнехи пекех! Уйӑх тухсан вара тавралӑх шуранка тӗттӗммӗн курӑнма тытӑнать. — Катя. Эпӗ ку. Иван Павлыча вӑл ҫине-ҫине «Кораблев юлташ» тесе асӑнчӗ, чӑтма ҫук мухтанма тытӑнчӗ. Нумайӑш кулӑшла япаласене ӑнлансах каймастчӗ пулас вӑл, нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: халап калаканӑн куҫӗсем йӑл кулӑпа ҫиҫсе илнине те, куҫ хӗррисем пӗркеленнине те, вӑрӑм мӑйӑхӗсем сиккеленине те курма пултарайман вӑл. Эсир мана пӗрре суйса кӑтартнипе тытрӑр, ҫавӑнпа та эпӗ халӗ пӗтӗмпех каласа пама пултаратӑп. Ашкӑнма сире урӑх вырӑн ҫук-им? — тет. Урайӗнчи уйӑх эрешӗ стена ҫывӑхнелле куҫса кайнӑ, кӗскелсе ларнӑ та ытларах чалӑшнӑ. Вӗсем, стариксем, нумай шутласа тӑмаҫҫӗ, кинӗсемпе ашкӑнасси вӗсемшӗн «кайӑк ҫылӑхӗ» кӑна. Анчах хуҫа мана йӑл кулса пӑхса:— Вӑл вӑрлас ҫук, эпӗ пӗлетӗп! — терӗ. — Мӗнле мӗнпе? — Ҫапла вара, сирӗн художествӑллӑ ӑнлану пӗр тумлам та ҫук-и? — терӗ вӑл сӗтел ҫине таянса, ҫак майпа хӑйӗн питне Базаров патнелле ҫывхартса. Ку хутӗнче лаша тыткӑнта, тепӗр секундӑран ӑна хытӑ кӑкарса лартрӗҫ. Генералтан тата командирсенчен пирӗн пата хӑвӑртрах пулӑшу ҫарӗ яма ирӗк ыйтса илӗр. Килме май пулсан, хӑвӑр та килӗр. Тӗттӗм стенасем ҫинче мӗлкесем шуса пыни курӑна пуҫларӗ. Вӑл мана ҫунаттипе пуҫран та кӗлеткерен те ҫав тери хытӑ ҫапма тапратрӗ те, эпӗ ӑна алӑран кӑштах кӑларса яраттӑмччӗ. Вӗсене лайӑх курӑк ашкӑрса ӳсекен васана хӑваласа антартӑм та,вара… Хаҫат вӑл, аннеҫӗм, аван япала, хӑй ӗҫне тӑвать вӑл — куҫа уҫтарать! Аристотель ҫапла шухӑшланӑ. Левко шыв хӗрринелле пӑхрӗ: кӗмӗл пек йӑсӑрланса тӑракан тӗтрере мӗлке пек ҫӑмӑл хӗрсем вӗлтлетеҫҫӗ; улӑхри ландыш пек шап-шурӑ кӗпесемпе вӗсем, мӑйӗсенче ылтӑн мӑй ҫаккисем, йӑлтӑр-йӑлтӑр тенкӗсем ялкӑшаҫҫӗ, анчах вӗсем пурте шурса кайнӑ; ӳчӗсем — витӗр курӑнакан пӗлӗтрен йӑваласа тунӑ пек, уйӑх та вӗсене витӗрех ҫутатать. «Дункан»! — тенӗ сасӑ ура ҫине тӑратрӗ. — Ура! — терӗҫ Гленарвана хирӗҫ тусӗсем, ҫыран хӗрринелле чупса. Сарайне тислӗк тулнӑ мӗн, ҫавӑнпа ҫӳллӗ пӗкӗ аслӑк каштинчен ҫакланнӑ. Ку негр катӑк ӑслӑ пулнӑ-ҫке терӗм — ҫаплах, ҫак сӑмахсемпех каларӑм; эсир пурте илтрӗр-ҫке — вӑл катӑк ӑслӑ терӗм, ку пур енчен те паллӑ. Арман чулнех илер, акӑ — ан та калӑр мана! — Селӗмскерсем хӑйсем тата! Осадчий хора хулӑн тӑсмака нотӑсемпе аккомпанилерӗ, ыттисем юрлани вара, тӗттӗм хумсен ӑшне путнӑ тейӗн, ҫак органӑнни пеклӗ мӑнӑ сасӑра ишнӗн ҫеҫ туйӑнса тӑчӗ. — Ежов Николай, малалла шутла! — Хам та ыйтса пӗлетӗп-ха, — терӗ те Гальцин князь каллех икӗ пӑшал ҫӗклене салтакпа калаҫма тытӑнчӗ: — Эс тухса килнӗ хыҫҫӑн сирсе янӑ-и, тен? Каярахпа кӑна, ҫав ӗҫ ҫинчен лӑпкӑн шухӑшласа, эпӗ тӗрӗс пек туйӑнакан шухӑш патне пырса тухрӑм: нумай ҫулсем иртсен ҫеҫ Колпиков, мана тапӑнма май пуррине курса, хӑйне хӑлха чиккинчен янклатарнӑ чух юлнӑ ҫиллине хура ҫӳҫлӗ, мӑйӑхсӑр арҫын умӗнче мана ятланипе пусарнӑ-мӗн; ҫавнашкалах эпӗ те, вӑл «тӑмпай» тенипе тарӑхсан, айӑпсӑр Дубков ҫине тӑрӑнтӑм. Ирхине мана Пугачев патне чӗнтерчӗҫ. — Пӗр стакан шывпа хутӑш виски пама ыйтатӑп, — йӑвашшӑн каларӗ вӑл бар хуҫине. Паганель ҫапах та Австралинчи чее тутанса пӑхасшӑн пулчӗ, вара ӑна, чернил пек хураскерне, бурда текенскерне, пачӗҫ. — Вӗлернӗ, мана офицер каларӗ… — Ав, епле… Унӑн еркӗнӗ — Никифорычӑн хурӑнташӗ вӗт, ҫапла-и? Калӑпӑр, чугунҫул ҫинче те унпала ҫавӑн пек пулсан, уншӑнах поезд маршрутне улӑштарман пулӗччӗҫ. — Синьор Риварес, — терӗ Монтанелли, ун умӗнче чарӑнса, — эсир мана кӳрентернӗ пек, пӗр ҫын та хӑйӗн чи усал тӑшманне те кӳрентермен пулӗ. Вӑл малти пӳлӗме тухса пӑхрӗ, пӗччен ҫеҫ юлас тесе, Мӗкӗтене мӗн те пулин илме ячӗ, унтан алӑкне питӗрсе пӳлӗмне каялла кӗчӗ те сехӗрленсе ҫыхха салтма пуҫларӗ. Хӑнасемпе калаҫнӑ вӑхӑтра вӑл маншӑн ытарайми лайӑх пахалӑхне — лӑпкӑн шухӑшласа калаҫас пултарулӑхне тата вашаватлӑхне ҫухатать. — Cest bien, — терӗ вӑл, мана хӑваласа, — эпӗ сире темиҫе хут та ӗнтӗ ҫаптарма шутланӑччӗ, анчах сире хӑвӑрӑн кукамӑр ҫӑлса пычӗ: хальхинче вара сире хулӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те итлеттерме ҫукки паллӑ, паян хулӑпа лектерме самаях тивӗҫлӗ пултӑр. Пӑчӑ. Ҫавӑнтах тӑватӑ американеца Алвиш патне илсе пычӗҫ. Ха-ха-ха!.. — Эпӗ ирӗклӗ ҫын! — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Кӗлеткем-и? Кунтан кунах ҫӑнӑх тусанӗ айӗнче, хамӑр урасемпе илсе кӗнӗ пылчӑк ӑшӗнче, шӑршлӑ, ҫӑра пӑчлӑхра чуста йӑвалаттӑмӑр, ӑна хамӑрӑн тарпа йӗпетсе кӗлентӗр тӑваттӑмӑр, Хамӑр ӗҫе эпир чунтан кураймастӑмӑрччӗ, хамӑр алӑ айӗнчен тухнӑ япалана нихҫан та ҫиместӗмӗрччӗ, хура ҫӑкӑр сушкӑран лайӑхрах пекчӗ. Николай Артемьевич йӗрӗнчӗклӗн кулса илчӗ, унтан: Quelle bourde, тесе хучӗ (май килнӗ чухне вӑл французла «эреш» сӑмахсем калама юратать). Тепӗр ирхине, ҫичӗ сехетре, туллиех тиенӗ каретӑпа кӳме Стаховсен дачинчен тухса кайрӗҫ. Мана — пурнӑҫ кирлӗ. Протезсем. Вӑл ҫывхарма ӗлкӗриччен Кольхаун ку каллех пуҫсӑр юланут иккенне асӑрхаса илнӗ. Вал сухалне пӳрнисем хушшинчен кӑларчӗ те хуллен калаҫма пуҫларӗ: — Сирӗн ҫулсенче час-часах юратнӑ пек туйӑнать, ман ҫулсенче — туйӑнмасть ӗнтӗ, юрату пӗтӗм шӑмма-шакка ҫавӑрса илет, урӑх ним ҫинчен те шухӑшлама ҫук, вӑй ҫитмест! Вут пек ҫунать, вӗриленсе чирлесе кайнӑ вӑл. Евсеенко хуткупӑсне кӑкӑр умнелле куҫарса калама тапратать. Тепӗр минутран Петров тикӗссӗн сывласа ҫывӑрни илтӗнме пуҫларӗ. Эсӗ кунта январьтенпех пурӑннӑ пулсан мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши? — Кам тӗслӗ? Вара вӑйсӑрланнӑ ҫынсем, урисене тин ҫеҫ аран-аран илсе пыраканскерсем, ҫирӗмшер чалӑшлӑ хӑйӑр кӗрчӗсен тӑррисене те ҫӑп-ҫӑмӑлах хӑпаракан пулчӗҫ. Эсир, Никанор Васильевич, питӗ сывлӑхсӑр, тен, эпӗ сире ывӑнтаратӑп пулӗ, анчах пурпӗрех каштах ларатӑп-ха… — А планӗ мӗнле-ха сирӗн? — тесе ыйтрӗ Мак-Набс. — Ӑҫта эсир? — ыйтрӗ манран княжна, гусар хыҫӗпе пӑхса. Мӑйӑхлӑ господин, ун ҫине ҫӗнӗрен куҫласа илнӗ те, виртлевлӗн кулса янӑ. Халӗ ӗнтӗ пуҫу тавра лайӑх шухӑшла, Джима вӑрласа кайма план тумалла, эпӗ те шухӑшлатӑп, хӑшӗ лайӑхрах план шухӑшласа тупать, ҫавна суйласа илӗпӗр. Мӗн активист пултӑр унтан, тетӗп ӑна, — мемме, активист мар. Пӗр-пӗр ҫӗрле пырса пӑхӑр-ха, станра мӗн пулса иртнине курӑр. — Ӗмӗтӗре ан татӑр, савнӑ Мэри! — тесе ачашлать ҫамрӑк хӗрачана Элен, унпа пӗрле ҫыран ҫине тухнӑ вӑхӑтра. Вара эпӗ ытла ырхан ҫынна куртӑм. Ҫав териех тилмӗрсе пӑхнине пула ученый именнӗ пек те пулчӗ, ҫавӑнпа вӑл, мӗн тивӗҫпе ҫынна куҫран пӑхтарма пултартӑм-ши тесе, ыйтма та тӑнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра лешӗ нимӗнсӗрех алӑран ярса илчӗ те, ӑна географӑн тӑван чӗлхипе ҫапла хаваслӑн ыйтрӗ. — Эсир француз-и? Хӑйӗн ӑсӗпе мар, ҫук, хӑйӗн ҫерҫи чӗрипе, арҫын ача ҫак хурарах сӑнлӑ ҫар ҫыннине «инвалид» сӑмаха каланипе ӑна мӗн тери ыраттарнине туйса илчӗ. Ӑна сывлӑх суннӑ чухне эпӗ унӑн алли ҫинче шупка сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка шыҫӑ асӑрхатӑп, пӳлӗмӗнче вара пилӗк ҫул каялла анне пӳлӗмӗнче сисӗннӗ йывӑр шӑршӑ тӑрать. Унтан, юлашки сехетсенче хумханнипе ҫав тери ывӑннине туйса, вӑл хӑй каютине кӗчӗ, пӗр кана ыйхӑ теме май ҫук йывӑр кӑтӑша путрӗ. Анчах, тавҫӑрса илсен вара, вӗсем йӑл кулса, хӑшӗсем хӑйсен ӑшӗнче, теприсем пурне те илтӗнмелле, Георгие телейлӗ те ырӑ ҫул сунма тытӑнчӗҫ. — Чей хатӗр пулӗ тесе шутлатӑп? — тере Одинцова. Вӑл калаҫу ӑнӑҫайманшӑн тарӑхрӗ, ту умӗсене интересленсе пӑхасси те унӑн вӑхӑтсӑрах сӳнсе ларчӗ. Мӗн тӑвас-ха? Вӑл ҫав тери пысӑк пулнӑ. — Иван Павлыч, — чӗтӗрекен сасӑпа татса каларӑм эпӗ. — Йӗркесӗр… акӑ сирӗн юратнӑ ҫыннӑр, Курнатовский господин, йӗркеллӗ ҫын теҫҫӗ, сиртен вӑл ӗнер ҫӗр тенкӗ укҫа выляса илчӗ. Вырӑс мужикӗ, нимӗн чул та вӗренмен этем! Вӑрӑ кӗмерӗ-ши ман пата? Хреснай аппу пулни, иксӗр пӗр кӑкӑрпа ӳсни чӑрмав мар! Парти дисциплинине пӑсмасӑр, Джемма ҫав туслӑхпа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарнӑ. Питне питӗ вӑйлӑ писевленӗ тата шуратнӑ, тушьпе ҫӳхен ҫавӑрттарса илнӗ куҫӗсем пысӑккӑн курӑннӑ, тӗттӗмре вӗсем, кушак йӑхӗнчи вӑйлӑ тискер кайӑкӑнни евӗр, вутла хӗмленсе ҫуннӑ. Ҫав ҫӗрлех Гусев Лось ҫывӑрмӑшне кӗчӗ. Любишкин — шӑп та шай пӗр теҫеттин, Куженков — теҫеттинран кӑшт кӑна катӑкрах турӗ, тата пачах та кӗтмен-туман ҫӗртенех Антип Грач пӗрремӗш вырӑна тухса тӑчӗ. Пуян чиркӳсемпе пупсен ылтӑнпа ҫӗленӗ ризисене чухӑн халӑхӑн лаҫ пек пӳрчӗсемпе вӗсен ҫӗтӗк-ҫатӑкне амӑшӗ ӗлӗк те курнӑ, анчах та халиччен ӑна кусем ҫапла пулмалла пек туйӑннӑ, халӗ вӑл кунпа килӗшме ҫуккине, ку чухӑн ҫынсене кӳрентернине курчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех, вӑл чиркӳ пуянсемшӗн мар, чухӑнсемшӗн ҫывӑхрах та кирлӗрех пулнине пӗлчӗ. — Иисус Христос! Тухтӑра вӑл калама ҫук хапӑл туса кӗтсе илчӗ. Шавлӑн та кӗрнеклӗн пулса тухать ҫакӑ, ку вара ытти рота командирӗсене ниепле те кӗвӗҫтермесӗр, ӑмсантармасӑр хӑварма пултараймасть. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн флигеле хӑнасем пухӑнчӗҫ те княжна вӗсем патне тухрӗ. — Ҫук, ку ҫырусене качча тухнӑ аппам ҫырнӑ. Вӑт эпӗ те калатӑп: чӗрӗ! Пит пысӑк салам каласа ячӗ сана. — Развалихин ӑҫта? — ыйтрӗ Корчагин, шинельне хывса. Пӗрререн иккӗ тума пулатчӗ! Хыҫалтисем кӑшкӑрашаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, икӗ ҫын, тачка хӑй вырӑнне лартасшӑн, лом ҫине выртнӑ. — Ху кӑмӑлу, пыма та пултаратӑп, пымасса та пултаратӑп. «Лушка ҫинчен мӗн те пулин пӗлет-ши е лекмӗ-ши, тесе, шак хурса пӑхать-ши?» — шикленсе шухӑшларӗ вӑл. Анчах манӑн ҫапах та вилес килмерӗ. Хирти ӗҫсене сиен кӳмесӗрех тупма пултарнӑ, Анчах эс пултарайман, санӑн тупассу килмен. Ӑна вӑл госпитальте ним тума аптӑраса ҫырни палӑрчӗ. Кун пек тӗлӗк курнӑччӗ эпӗ, анчах хам чӗлхесӗррине тахҫанах маннӑ туйӑмпа, шӑпах чӑн пулнӑ пек, малтанхи кун кӑна куртӑм. Иван Захарыч пахчаҫӑ мӗн каласа кӑтартнине астӑватӑн-и? Ҫакна эпӗ фактически калатӑп… Эпӗ ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӑм. — Ҫапла кирлӗ, Элен, — терӗ ӑна Гленарван. Сана паллӑ пулӗ; туртӑм вӑйӗ пуринчен ытларах Ҫӗр пичӗ ҫийӗнче сисӗнет, Ҫӗр чӑмӑрӗн варринче япаласен виҫи пӗртте ҫук. Текех юратманнине тӳп-тӳррӗн те тӗп-тӗрӗссӗн калас вырӑнне эсир мана улталас ҫул ҫине тӑнӑ, манпа вара хӗрарӑм пеклӗн кӑна, пӗр-пӗр ама пеклӗн… усӑ курма шутланӑ, сых ячӗшӗн, лере ӗҫ тухаймасть пулсассӑн. Вӑкӑр — трактор мар.. «Эсир пуян маррине пӗлетӗп эпӗ», тенӗ вӑл, — «анчах эпӗ Миронов капитан хӗрӗ умӗнче парӑмлӑ. — Ну, хаклӑ юлташӑм, телей сунатӑп! Акӑ мана тытса тӑми те пулчӗҫ, эп выртрӑм та киленсе кайса урана тӑсрӑм. — Пустуя янӑратни анчах тата пӑлхав яни… Эпир ӑна ыран лайӑхах пӑхса пӗлӗпӗр. — Вӗсем ҫапах та нӑйкӑшмаҫҫӗ, — тесе хучӗ Джон Мангльс. Вунӑ сехетре эпӗ каска пекех хам вырӑн ҫине йӑванса кайрӑм. Халлӗхе вара, Атакама тӳремсӑртлахӗн вӑтам пайне урлӑ каҫрӗҫ пулсан та, ҫак вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӑрманта вӗсем пӗр туземеца та тӗл пулмарӗҫ. Пуҫӗ ҫине вӑл чалӑшшӑн панама тӑхӑнса янӑ, ҫӑварӗнче сигара пулнӑ. — Большевиксем — питӗ лайӑх ҫынсем, анчах вӗсемпе туслӑ пурӑнасси пӗр асап кӑна. — Эсир французла калаҫатӑр-и, мадемуазель? — тесе ыйтрӗ унтан Вудли Пойндекстер. Чӑннипе илсен, мӗнле унӑн хӑй пурнӑҫа теме пулать? — Ҫавӑнпа пулӗ-ха, эпӗ ирхине ирех эсир кинӳпеле иксӗр ӑна хулӑсемпе нӳхреп лаҫҫинелле хӳтерсе кӗртнине курнӑччӗ… — Мӗн, чунӑм? — Ну, мӗнле? Тинех вӑл хӑй те шанми пула пуҫларӗ, Клисурӑра катастрофа пулса тӑрасса, революци ӑнӑҫманнине вӑл хӑраса кӗте пуҫларӗ. Унӑн уҫӑ пуҫӗ кукша, мӑкӑльлӗ. Чипер сестра Володя ҫине пӑхса илчӗ те сасартӑк макӑрса ячӗ:— Турӑҫӑм, турӑҫӑм! хӑҫан пӗтӗ-ши ку! — терӗ вӑл тӑвӑнса тухакан сасӑпа. Марья Васильевна мӗншӗн килӗшменне ниҫтан та тавҫӑраймарӑм. — Шуйттан патне ӑна эсӗ каятӑн, — терӗ Алексей ҫилленмесӗрех, унтан хӗрарӑма хулпуҫҫинчен тытса ҫӗклесе лартрӗ, лӑскаса илчӗ те алӑк ҫине кӑтартрӗ: — Прис! Вӗсем Воропаева хӑйсен кӑмӑлӗ ҫӗкленни ҫинчен тата таврара ҫавӑн чухлӗ лайӑх та интереслӗ ҫынсем пур чухне вӗсене халӗ пурӑнма та ҫӑмӑлтарах пуласси ҫинчен каласшӑнччӗ, анчах та вӗсем часрах сывалма сунса унӑн аллине кӑна чӑмӑртарӗҫ. Алексей, хыттӑн ыталаса, ӑна куҫӗсенчен пӑхрӗ: — Ну — турӑ пулӑштӑр сана. Урӑх ҫук… — йынӑшса янӑ Фома. Вӗсем мӗн тума шутланине пӗлни ҫинчен калӑр та, вӗсем хӑяймӗҫ вара… Ку сасӑ Подзорная Труба сӑрт скалисен хушшинче темиҫе хутчен янраса кайрӗ. Шурлӑхри вӗҫен кайӑксен мӗнпур ҫарӗ каллех ҫӳлелле ыткӑнса хӑпарса пӗлӗте хупларӗ. Таврара шӑплӑх пулса ҫитрӗ пулин те, ку шӑплӑха аяла анакан кайӑксен ҫунаттисем лапӑстатни тата инҫетре хум ҫапнӑ сасӑ ҫеҫ хускатаҫҫӗ пулин те, ҫав ҫынӑн вилес умӗнхи хаяр сасси ман хӑлхара чылайччен янтраса тӑчӗ. Калӑн, хӑй ҫак кунсенче пурӑнса ирттерни унӑн ӑшӗнче нӳрлӗ ҫӑмха пек йывӑррӑн чӗркенсе выртнӑ та, халӗ, вӑраххӑн сӳтӗлсе, кӑкӑрта кускаланӑ, ҫинҫе хӑмӑр ҫиппеле ӑна каркаланӑ, йӑлмакланӑ, тейӗн. Хӗҫпӑшал чӑнкӑртатни вӑл — казакшӑн калама ҫук пысӑк намӑс. Елена ларчӗ. Эпӗ хама мӗншӗн ҫав тери хисеп туни ҫинчен ытлашши шухӑшласа тӑмарӑм, вӑхӑта вӑраха ямасӑр, кӗнекесене суйлама тытӑнтӑм. Нумай хуйхӑ курнӑ, ӗҫпе ҫапӑҫура пиҫнӗ, пурӑнӑҫра тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳссе ирттернӗ ҫынсене тата нимех те курман, анчах ахах пек чӗрисемпе ҫакна туйса илсе хӑйсене ҫуратнӑ ватӑ ашшӗсене ӗмӗрлӗх савӑнӑҫ кӳнӗ ҫамрӑксене ватӑ Тарас сӑмахӗ нумай лайӑх ӗҫсене аса илтерчӗ пулас. Петькӑпа мана вӑл ӑмӑрткайӑкпа танлаштарчӗ, эпир тӑван киле килсе каяссине те шанса тӑрать иккен вӑл. — Ҫук. Ал-урана тӑллакан юрату та, туслӑх та кирлӗ мар мана… Вӑл ман алла курмасть те тейӗн, йӳҫӗ япала хыпнӑ пек, пӗтӗм пит-куҫӗ пӗркеленчӗ хӑйӗн, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса: «Мӗн эсӗ, ӳсӗр-и? Эпӗ ҫилленнипе пӗтӗм ӳт-пӗвпе чӗтретӗп, пирӗн кӗсресем ман ҫинчен мӗн шутлаҫҫӗ-ши? тесе шухӑшлатӑп. Луизӑн лаши мӗнле пулнипе Янси пӗртте интересленмен. Егор вара вӑраххӑн, тутине аран хускатса, кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑм пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Вӗсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсене тата чунӗсен пахалӑхне кӑтартса вӑл питех те ылханлӑ сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ. Испанец карчӗсем! — Мӗн кулатӑр эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл. Унтах тата, чан ҫапакан хутлӑхра, икӗ суккӑр пӗр евӗрлӗ тӑни, иккӗшӗн пӗр евӗрлӗ сӑн-сӑпачӗ, вичкӗн куҫ-харшийӗсем пӗр пек сиккелени… Каҫхи апат пекех, вӑл сухарипе консервӑран тӑратчӗ. Унӑн ывӑлӗсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепри пӳрте пырса кӗчӗҫ. Гришуткӑна пытарма икӗ ял пухӑнать. Эпӗ вӗсен ҫара чӗркуҫҫийӗсене куратӑп. Пӑван стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан пӑталанӑ Христос сӑнӗ ҫине пӑхрӗ. Пӗрремӗш саспаллие Ярмола самай шанӑҫлӑнах ӳкерсе хурать — «П» (ку саспаллие эпир «икӗ юпа та ҫӳлте шерте» тесе ят панӑ); ун хыҫҫӑн вӑл ман ҫине ыйтуллӑн пӑхать. — Мӗншӗн ҫырмастӑн тата? — Хӑвӑн сӑнна чӑнлӑхран аяккалла ан пӑр, ху юри шут тытса хӑвна ан суккӑрлантар, вӑл турӑ умӗнче те, ҫынсем умӗнче те пит ҫылӑха кӗни пулать! Анчах вӑл хӑй тӗттӗм вӑйсемпе явӑҫнине тата турӑран, — ун ҫинчен вӑл калаҫма та хӑрать, — уйрӑммине ҫирӗп те айванла ӗнентерӳпе шантарсах калать. Эпир ӑна халех уҫса пӑхӑпӑр… Ҫитет! Гусев моторӗн пӗтӗм хӑвачӗпе аялалла чӑмрӗ. Эпир ӗнтӗ ҫакӑнта сӗтӗрӗнсе ҫитрӗмӗр… Мӗн пулать-ха вӑл — культура тени? «Контрактсем» вӑхӑтӗнче Киева, тӗлӗнмелле музыканта итлеме тесе, халӑх пит нумай пухӑннӑ. Акӑ, ҫӳҫӗсене кӗскен кастарнӑ пуҫсем хум пек иртсе кайрӗҫ; кусем — хулари икӗ училищӗре вӗренекен ачасем; йывӑр та кӑвак тӗслӗ машина пек, салтаксен ҫур роти иртрӗ, ӑна хулара чапа тухнӑ, ялан тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик Маврин ертсе пынӑ; вӑл пӑр кайнӑ вӑхӑтран пуҫласа кӗрхи сивӗсем пуҫланичченех, кашни кун Окара шыва кӗнӗ; хӑй, Помяловӑпа вӑрттӑн ҫыхӑну тытса, унӑн укҫипе пураннӑ, — кӑна пурте пӗлнӗ. Лукашка нимӗн те чӗнмерӗ. Е ӗнтӗ унӑн кантра явасси те кӗлтӑвасси, унтан ҫакӑнса вилесси ҫеҫ юлчӗ-ши? Маларах ун хитре хӗр илӗртмӗшӗпе ачалла шухӑ ашкӑнчӑклӑхӗ питӗ ҫепӗҫҫӗн пӗтӗҫсе, ҫыхӑнса тӑратчӗҫ, манпа хаваслӑччӗ вӑл, халӗ вара ҫав ӗненӗҫлӗ те айвантарах ачашлӑхран пӗр хӗлхем пӗрчи те юлмарӗ. — Ҫамрӑк-ҫке, — терӗ Увар Иванович. Миронӑн мӑн хырӑмлӑ, комод евӗрлӗ арӑмӗ пырса кӗчӗ, вӑл ун ҫине унӑн-кунӑн пӑхрӗ те, ывӑнчӑклӑ сасӑпа:— Кай, урӑх тум тӑхӑн! — терӗ. Унӑн урлӑшӗ пурӗ те 5 000 километр кӑна. Упӑшкам, вилӗмшӗн сана — тавах… Мартини хӑйӗн мӑйӑхне турткаласа илчӗ, Галли ним вӑтанмасӑр кулса ячӗ. Ывӑлӗ ирхине пӗр чӗнмесӗр чей ӗҫетчӗ те ӗҫе тухса каятчӗ, кӑнтӑрла апат ҫиме килетчӗ, сӗтел хушшинче ларнӑ чух вӗсем пӗр-пӗринпе кӑшт-кашт сӑмах хушса илетчӗҫ те, ывӑлӗ каллех каҫ пуличчен ҫухалса пурӑнатчӗ. Питех те аван! Тӗлӗнмелле лайӑх шухӑш! Вӗсем пӗр-пӗрне юратнине Берсенев сисмесӗр тӑма пултараймасть, ҫавӑнпа та Инсаровпа Елена ҫапла шутласа хучӗҫ: Инсаровӑн пурӑнма Мускава таврӑнмалла та кӗркуннеччен пӗр-икӗ хутчен кунта хӑнана килсе каймалла; Пӗр Мэрипе Джон Мангльс кӑна Грант капитан ҫинчен хушӑран калаҫса илеҫҫӗ. Хӗр, урай варрине тухса тӑрсан, ӑна курать те — унӑн куҫӗсем кӑшт ҫеҫ палӑрмалла ӑшшӑн йӑлкӑшса илеҫҫӗ, вара Олениншӑн хавас та хӑрушӑ пулса каять. Акӑ, сӑмахран, хамӑрӑн Макар Нагульновах илер. Кӑшт калаҫса ларнӑ хыҫҫӑн ректор Артуртан вӑл Монтанеллие хӑҫантанпа пӗлни ҫинчен ыйтрӗ. Чуп эрех илме. — Тӑхта-ха эсӗ, — терӗ ӑна Ульяна, вара тарланӑ, ывӑннӑ Алексей тухса кайрӗ. Кӳме крыльца умӗнче чарӑннӑ-чарӑнманах пӳртре хаваслӑн калаҫнисем илтӗнсе кайрӗҫ — пӗри арҫын, тепри хӗрарӑм сасси, — ҫавӑнтах алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ, вара лав умне туххӑмрах, аллисене тата тумтир аркине суллантаркаласа, ҫӳллӗ хыткан ҫын пырса тӑчӗ. — Ҫитет ӑна. Вӑл шӑппӑн ыйтрӗ: — Эпир халӗ ӑҫта? Вӑл «Тург» тенине илтсе ӑна ӑнкарса илчӗ. — Ларӑр. Унӑн хӑйне тытма пӗлекен манерӗ, унӑн ирӗккӗн пурӑнакан ырӑ кӑмӑлӗ — ҫаксем пурте ҫак палламан ҫын ҫынсемпе япаласем ҫине ырӑ енчен кӑна пӑхасшӑн тӑрӑшни ҫинчен каласа параҫҫӗ. — Каяр-ха эппин, вӑл чӑн-чӑнах пуррине куҫпа курар, — терӗ Элен, чут ҫеҫ кулса ямасӑр. Авалхи баянсем те, Украина кобзарӗсемпе бандурисчӗсем пекех, нумайӑшӗ суккӑр пулнине Макҫӑм пичче маннӑ ҫав. Чӑн та, йывӑр пурнӑҫ шӑпи тата суккӑр-чӑлах пулса юлни те татӑк ҫӑкӑр тархаслама сайра хутра кӑна мӑр аллӑ лира е бандура тыттарнӑ. Тӗлӗнмелле илемлӗ унта. — Ҫак кушак куҫлӑ ылханлӑ дикарьсем тӗттӗмре те аванах кураҫҫӗ-мӗн. Ҫавӑнтах сенкер тумлӑ, яланах тап-таса пулнӑ Серафим мӗлтлетнӗ. Вӗсен куҫӗсемпе тӗл пуласран айккинелле пӑхса, эпӗ сӗтел патне пытӑм та пируса чӗртме пикентӗм. Аэлитӑн кӑвак куҫӗсем нӳрӗкпе тӗтреленчӗҫ. Ӗлӗкрех суккӑрсемшӗн те лайӑхрах пулнӑ. Сыв пул! Те хӑрушӑ катастрофа ҫинчен пӗлтерекен хутпа, те тата кичемлӗхпе тунсӑхланнӑ морякӑн хумсен ирӗкне пӑрахнӑ кирлӗ мар ҫыравӗсемпе анчах ҫӳрет вӑл? — Миҫе сехет? Апла, ачам юрамасть! Лутра шурӑ ҫуртсен чуречисенчен ҫутӑ хӑш-пӗр ҫӗрте тӗтреллӗ тӳрӗ пайӑркасемпе сӑрхӑнса тухать те ялтӑракан сарӑ-хӑмӑр ҫӗр ҫине вӑрӑм суласем пула-пула ӳкет. Пантелей, ҫавна курнӑскер, ӗхлетсе илчӗ те пуҫне пӑркаларӗ. Ҫынни ҫавӑн пекчӗ ӗнтӗ вӑл, турӑ пӗлет ӑна! Эпир вара, хамӑра ӑҫта кирлӗ ҫӗре вырӑн парсанах, пӗрре сулса, пурнӑҫри мӗнпур ирсӗр-тӗлсӗре, ытлашши япаласене шӑлса тасатӑпӑр. Вӑл пире нумай пӗлтерет-ши? * * * Кольхауна тата тепӗр хут чӗнеҫҫӗ. Художник курчӗ: портретсене туса пӗтерме май ҫук, ун вырӑнне хӑвӑрт тумалла та краска ытларах хумалла. Ҫыннӑн ҫиелти уйрӑмлӑхне ҫеҫ ӳкерсе памалла, пит-куҫа пӗтӗмӗшпе илсе кӑна тумалла, тӗплӗ пӑхсан ҫеҫ курӑнакан енӗсене кӑтартмалла мар; пӗр сӑмахпа каласан, ҫынна тӗпӗ-йӗрӗпе сӑнаса тума пӑртак та май ҫук. Алӑка карчӑкӗ уҫрӗ, эп кӗрес тенӗ чух темшӗн вӑл алӑк сӑнчӑрне тыткаласа тӑчӗ. — Вӑл та ӳкнӗ-им? — Тырӑ пирки! «Амӑшӗ, — калаҫрӗ ӑшӗнче хӑйпе хӑй Дик. — Ҫук, ку ҫырусем сире. Эпӗ мӗн кирлисене ҫырса илтӗм… — Ҫапӑҫмалли самант ҫитрӗ пулсан, алӑсене эмеллесе тама вӑхӑт ҫук ӗнтӗ! — хулӑн саспа каларӗ ӑна хирӗҫ Весовщиков. — Апла пулсан, мӗн вара? — терӗ вӑл, мана шанмасӑр пӑхса илсе. Эпир питех те хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпаратпӑр иккен. Эпӗ, эс калашле, пирӗн кӑмӑла ҫутҫанталӑк мӗншӗн ҫав териех канӑҫсӑрлатнине ӑнлантарса парасшӑнччӗ. Вӑл мана хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ — уншӑн пурте паллӑ. Акӑ ҫапла! — терӗ те Яков Лукич, куштӑрканӑ аллаппи тӳрчӗпе хӑйне пырӗнчен сӑтӑрса кӑтартрӗ. — Чирлемен вӑл, нихҫан та! — тавӑрчӗ амӑшӗ. — Пӗлместӗп, — пат татса каларӗ кил хуҫи арӑмӗ. Пӗр икӗ минут тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн Андрий хӑйӗн миххипе малалла утрӗ. Анчах эсир, юратнӑ Никанор Васильевич, сывах мар пулас. — Ун ҫумне темӗнле ача ҫулӑхнӑ-ха, Тимур ятлӑскер. Радӑн хӑйне ҫак ҫын рыцарле хӳтӗленӗ чухнех-ха чун хӑвачӗпе тав тӑвас туйӑм хускалнӑччӗ, тав тӑвас туйӑм вӑл малтанхи самантра кӑначчӗ-ха, тепӗр саманчӗ вара — савассиех пулчӗ ҫав ӗнте. Рудольф Митман йӑлтах лӑпланса ҫитсен, Озеров капитан ӑна пат татсах каларӗ: — Ҫапла, эпӗ сӑмах паратӑп: эпир сире персе пӑрахмастпӑр. Хӑй ҫав-ҫавах тапӑнса килекен ляхсемпе ҫапӑҫать. Берсенева Елена садра мар ӗнтӗ, хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗмре кӑмӑллӑн кӗтсе илчӗ те ҫийӗнчех, чӑтӑмсӑррӑн тенӗ пек, ӗнерхи калаҫӑва пуҫарса ячӗ. Вӗсем — совет ҫыннисем, совет влаҫӗ вара Яков Лукича кӳрентерчӗ, хуҫалӑха хӑвӑрттӑн ҫӗклесе яма, пуян пурнӑҫпа — тутӑран та тутӑ пурӑнма памарӗ. Капла туни тӗрӗс пулман, анчах вӑл кула пуҫланӑ Деннине ура ҫине тӑмашкӑн пулӑшнӑ. Зажигалка тивертсе пӗшкӗннӗ хушӑра Андрей утӑ купи хыҫӗнче Умрихин мӑрканине илтрӗ те ӑнланса илчӗ: лешӗ аманнисемпе чирлисем патӗнче тӑрмашать-мӗн. Ҫынсем ӑна туслӑн кулса ӑсатрӗҫ. Унтан эпир виҫӗ кун хушши пӗр куҫ хупмасӑр асапланса, халтан кайнӑскерсем аран-аран ҫывӑрса кайрӑмӑр. Тепӗр кунне ҫанталӑк питех те аван пулчӗ. Ҫавнашкал хурланмалла япала ҫинчен сасартӑках пӗлнипе тӗлӗнсе ӳкнӗскер, пӗчӗк хӗрарӑм хӑйне яланхи пек мӑн ҫынла тытаймарӗ, вӑл чунтан хурланнипе тата ҫав хурлӑха сирсе яма нимӗн тӑвайманнине пула хӑй те самантрах пӗчӗк ача пулса тӑчӗ, вара тӳсейми хурлӑхлӑн татӑлса йӗрсе ячӗ. Колхозра ӗнтӗ ҫӗр утмӑл хуҫалӑх шутланать. Ҫак ҫул эпӗ ӗмӗтленнӗ, ҫак ҫул пунктир йӗрӗ пек манӑн пуласлӑха кӑтартса панӑ. Анчах Уҫӑп ман ҫине ҫиленсе кайса кӑшкӑрса ячӗ: — Ӑна кам калать? Глюмдальклич король майри ҫиленесрен хӑрарӗ; эпӗ хам, ним пытармасӑр каласан, ку истори ҫинчен пӗлтерме шутламарӑм, мӗншӗн тесен ку ӗҫре эпӗ хам та айӑпсӑрах пулман. Кулӑшла хушаматлӑ ординатор Иерусалимчик — кӑмӑллӑ партийка — ӑна кашнинчех аран шыраса тупать те хӑйпе пӗрле пӗр-пӗр специалист патне пыма ӳкӗтлет. — Ҫын тени ӗҫлетӗр, — терӗ кӑвак ҫӳҫлӗ Ф. Г. Колокольчиков, Кольӑна ӑс парса. Хам чӗнекен, йыхӑракан япаласемпе сӑн-питсем пурте, калӑн, эпӗ вӗсене камер-обскурта куратӑп, калама ҫук рельефлӑн та тӗлӗнсе хытмалла уҫҫӑн тухса тӑраҫҫӗ ман умма. Нумай ҫулсем хушши таҫта-таҫта ӗҫлесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн Мина старик ватӑлӑх кунӗсене ирттерме ҫакӑнти лӑпкӑ яла чарӑннӑ. Ӑҫта каймалла? Эпӗ хамӑн пӳлӗме таврӑнтӑм та ҫӗр каҫичченех ҫывӑраймарӑм. Горизонтра уҫҫӑнах вӑрман кӑвакарма пуҫларӗ, — ун хыҫӗнче аэродром. Ун патне ҫитме татах пӗр вунпилӗк километр вӗҫмелле. — Джон, — терӗ вара Гленарван, — апат-ҫимӗҫсемпе хутмалли япаласем ҫитмелле-и сирӗн? Калатӑп-ҫке-ха эпӗ… Ун пек япалана пӑхса савӑнма эпӗ кӗмӗл доллар шеллемен пулӑттӑм. — Ҫапла, ҫапла. Пӗр политика ҫыннине — леш начальствӑпа тавлашуллӑ ӗҫсем тӑваканнисенчен пӗрне пытарнӑ чухне. — Кунтах мӗнле те пулин ҫыхӑп. Манӑн вӑйӑм ӑҫтан тупӑннине пӗлместӗп, анчах ӑна аялалла, юхан шыв патне сӗтӗрсе ҫитертӗм. Сасартӑк сирӗн ҫине, ют киле лекнӗ пекех, тӳртӗн пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем Ҫеменпеле пӗрле сурӑх картине тухрӗҫ. Вӑл Алексей унӑн хорӗнчи хӗрсене те тиркесе тӑманнине пӗлме тивӗҫ пулнӑ, паллах, вӑл ӑна курса тӑнӑ. — Куратӑн пулӗ, мӗн пурри ҫакӑ, — ҫиленсех ответлерӗ Ерофей Кузьмич, нумаях пулмасть вӑрмантан ҫавӑтса килнӗ ҫутӑ кӑвак лашине кӑкарнӑ май. Хапха пирӗн пӗрре ҫеҫ. Ромашов чӗри каллех картлатса сикрӗ те тапӑртатса тапма пуҫларӗ, вӑл ӗнтӗ, сӗлекине ҫӑтса ярса, тутисемпе темле халсӑр хускану та тукаларӗ, анчах ҫав-ҫавах хытса тӑчӗ. Кунта пирӗн мӗн пурри пӗтӗмпех Ҫӗрӗн тепӗр енче пуҫхӗрлӗ ҫакӑнса тӑрать, йывӑҫ-курӑк та пуҫхӗрлӗ, пӑрпа ҫумӑр та кутӑн ҫӑвать текен ухмах чӑнах та тупӑнӗ-ши?» — тенӗ. Марко ывӑлӗ Асен хӗрлӗ тутӑрлӑ патакне ҫӳле ҫӗклесе тытнӑ: ялавӗ ӗнтӗ вӗсен! Пурте асӑрхарӗҫ: унӑн мӑйраки ҫумне фанертан тунӑ плакат ҫыхса янӑ-мӗн. Юлашкинчен, халӗ те-ха Киевран ҫыру ярса тӑракан Макҫӑм та киле таврӑнсан, Анна Михайловна ӑна: «Ҫакӑншӑн эпӗ сана нихҫан та, нихҫан та каҫармастӑп» тесе кӗтсе илчӗ. Ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр! Эпир чӗнсенчен вӗҫерӗнсе пурте чикеленсе кайрӑмӑр… Ывӑннӑ — лар, хаттӑран сана никам та хӑваламасть. Вӗри туйӑмсем кансӗрлеҫҫӗ. Андрей нимӗҫсем ҫине хытӑ пӑхса пычӗ. — Кил-ха, хӑях патне кам маларах сиксе ҫитет? ! — терӗ вӑл. Хӑш енчен ҫутӑ ытларах, ҫав енче ҫимӗҫ те хӗрлӗрех; унра пӗтӗм пурнӑҫ вӑйӗ, ӳсентӑрансен пурнӑҫӗн мӗнпур чарусӑр вӗри туйӑмӗ пухӑннӑ тейӗн. Хӑй вӑл ӑслӑ, пултаруллӑ та харсӑр, калаҫмалли те ҫук; вӗренессе лайӑх вӗренчӗ, анчах та унӑн уссине эпӗ кӗтсе илеес ҫук. Темле эсрел мана юриех чи хӑрушӑ япаласем шухӑшласа кӑларма пулӑшрӗ. — Волошин… пӗлетӗр-и? Ун хыҫҫӑн пӗр темле хулӑнламас ҫын утать, вӑл та кӑштах малалла ӳпӗннӗ, кулмасӑр-тумасӑр пырать. — Ара, шел ҫав, ытла час-час пӗччен ҫӳренӗ. Мартини пуҫне кӑшт тайрӗ те йӑл кулса тата алӑка хытӑ хупса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ; ан тив кӳршисем: синьора Болла хӑни кайрӗ, тесе шухӑшлатчӑр. Эй тата, мӗн ун ҫинчен шухӑшламалла… — Ҫак кӗнекене, ачам, — терӗ вӑл Толинене, — ил те ӑна, ан ҫухат. Плащне ҫыхнӑ кантра ҫинче юн йӗрри пур, ҫак йӗр тӑрӑх вӑл нумаях пулмасть ҫапӑҫура пулнине пӗлнӗ пулать. Вӑл урисене тӑсса ячӗ, шухӑша каянҫи пулса, сухалпа мӑйӑх шӑтмалли вырӑнсене пӳрнисемпе сӑтӑркаласа ларчӗ. Чӗлхем типсе лартӑрах манӑн, енчен ӑна Иван Неделков илсе каяймасан… Эпир, вӗсем ҫине тапӑнса, ачасене пӗтӗм улӑх тӑрӑх сапаласа ятӑмӑр. Анчах пире премӗкпе варенисӗр пуҫне нимӗнле тупӑш та лекмерӗ, тата Бен Роджерс ҫӗтӗк татӑксенчен ҫӗленӗ пукане, Джо Гарпер — кӗлӗ кӗнекипе чуна ҫӑлмалли пӗчӗк кӗнеке тупрӗҫ; унтан пире учительница хӑвалама тытӑнчӗ те, эпир ҫав япаласене веҫех пӑрахса хӑварса тара патӑмӑр. Километрта икӗ пин утӑм, апла пулсан вунӑ километрта ҫирӗм пин утӑм; кашни пилӗкҫӗр-ултҫӗр утӑмранах канма чарӑннине шута илсен, ку хисеп — ытла та нумай… Калаҫу вара ҫийӗнчех пулас май парачӗ пирки хускалса кайрӗ. Ман пирки эсир мӗн те пулин шухӑшласа хунӑ пулсан, тахҫанах унпа калаҫса пӑхмалла пулнӑ. Вӑйлӑ шӑлӗсемпе тем пысӑкӑш ӳте ҫыртса татса илме пултаракан сирафусенчен ҫав тери паттӑр ҫын та пӑрӑнать. Кунта юкка, йӗплӗ курӑк тата ҫимӗҫ туман урӑх ӳсентӑрансем ӳссе ларнӑ, анчах аялта, лайӑх тӑпраллӑ улӑхра, пит аван вӑрман ларнӑ, унта тут йывӑҫҫисемпе мӑйӑр йывӑҫҫисем тата юмансем ӳснӗ. Костя хӑй ӑҫтине ӑнланса илеймен пек тата пӗр хушӑ вил тӑпри ҫинелле пӑхса тӑчӗ. Вӑл урине алӑк сули ҫине ярса пуссан, Том йывӑррӑн сывласа илчӗ, анчах сасартӑк унӑн пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ: алӑк витӗр кӗрсе ҫухаличченех хӗрача каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӳме урлӑ кӑвак чечек ывӑтса ячӗ. — Марья Николаевнӑн — манӑн арӑмӑн — кӳршӗре имени пур… Мюльредипе Вильсон бак ҫине кайрӗҫ те икӗ минутранах каялла килчӗҫ. Ямалла мар, ямалла мар вӗсене малалла! — Ну, ним те мар, мистер Стумп, апла пулсан кун пирки чӑрманса ан хӑтланӑр. Эппин, тӗнчере лайӑх хӗрарӑмсем те пулаҫҫӗ, — терӗ Комиссар ҫураҫуллӑн. Мӗн пулнӑ? Аллине ун хытӑ кӑтраллӑ пуҫӗ ҫине антарнӑ та:— Элиав, — тенӗ вӑл, — патшапа иҫӗм пахчинчи ҫав хӗрача ҫинчен каласа пар мана хӑв пӗлнине пӗтӗмпех. Унтан вӑл унӑн ҫанни ӑшне темӗн чикнӗ те алӑка уҫнӑ, станца пуҫлӑхӗ хӑй астумасӑрах урама тухса тӑнӑ. Мӗне пӗлтерет ку?» — Юн тумхахӗсем лашан сылтӑм аяккинче ытларах пулнӑ. Анчах пӗрре те хам кӗтсе ӗмӗтленнӗ пек мар, пачах урӑхла, питех пӑшӑрханмалла та кулянмалла япала пулса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн эпӗ хӑшпӗр уҫӑ сасӑсене калама пултартӑм-ха, анчах та вӗсене пӗрлештерсе йӗркеллӗ, «вӗрмесӗр» калама пӗлеймерӗм. Каллех сирӗн пата яла каятӑп; эпӗ унта хамӑн пӗтӗм препаратсене хӑварнӑ вӗт-ха. «Ах, юн! — А вӑл ҫак никам ҫук ҫӗршывра аташса ҫӳрет пулсан? — тесе ыйтрӗ Мэри, шӑтарас пек Паганель ҫине пӑхса. Колхозра вӑй ҫитнӗ таран ӗҫлетӗр вӑл, йывӑр ӗҫ памӑпӑр ӑна, мӗне вӑй ҫитерет, ҫавна тутӑр. — Эсир тухтӑрсене юратмастӑр иккен, — тухтӑрсем пирки кашни хутрах епле хаяр сасӑпа калаҫнине асӑрхаса каларӑм эпӗ. Дик хӑйӗн шухӑшне Гарриса пӗлтерчӗ те американец мӗн каласса кӗтрӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те ман пата мастерскоя ҫӳреместчӗ, эпӗ хам, кунне вунтӑватӑ сехет ӗҫлесе, ахаль кунсенче Деренков патне ҫӳреймен, праҫник кунӗсенче е ҫывӑраттӑм, е хамӑн ӗҫри юлташсемпе юлаттӑм. — Нимле те мар: эсӗ судье умне тата вуникӗ присяжнӑй умне тухса тӑрӑн. Ҫанталӑк чӑн та аван тӑрать. Эсир асӑрханӑ пулӗ, нумай ҫынсем чиркӗве кирлӗ чухне ҫеҫ пыраҫҫӗ, сысна тени уяса тӑмасть. Вунӑ минут хушшинче пурте пулса ҫитрӗ. Эпӗ, итлеме тӑрӑшса, вӗсене сӑнарӑм. Эпӗ, шӑллӑм, кунта сан ҫинчен пӗр статья ҫырса та кӑлартӑм. — Апла, — терӗм те эпӗ аллӑма кӑкӑр ҫине тытрӑм. Серёжӑпа Валя та килнӗ. Кӳр аллуна, тӑр! Ӑҫта пурӑнатӑн эсӗ? — Пӗррелӗхе каҫараҫҫӗ, — шӳтлерӗ Оленин, пысӑк аттисене тӑхӑннӑ май. Ӑйӑрӑра вара эпӗ сирӗнне халех сӗлӗ пама хушӑп. — Вӗрен. Пӑчӑ сарая таврӑниччен унта кӗрсе, тенкел ҫине выртса ҫывӑрсан мӗн пулӗ. Собор хуралҫи киличчен ирхине хуллен тухса кайӑп. Тепӗр тесен, мана унта тупсан та, ӑсран тухнӑ Диэго хӑш кӗтесре те пулин кӗлтунӑ та, ӑна питӗрсе хӑварнӑ тесе шухӑшлӗҫ, терӗ Пӑван. Пидорка хӑйне хӑй турра кӗл тума каймашкӑн сӑмах пачӗ; ашшӗнчен юлнӑ пурлӑхне пуҫтарчӗ те, темиҫе кунтан вара вӑл, халиччен, ялта пулман пекех, таҫта кайса куҫран ҫухалчӗ. — Чудак! — кулса илчӗ Рыбин, аллипе чӗркуҫҫинчен ҫапса. «Чун тухать ӗнтӗ, — шухӑшласа илчӗ вӑл, — мӗн пулӗ-ши унпа? Каҫхине, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, ҫуртсен чӳречисем ҫинче хӗрлӗ хӗвел ҫути ӗшенчӗклӗн йӑлтӑртатнӑ чух, фабрика ҫынсене хӑйӗн чул ӑшчиккинчен, кирлӗ мар япала пулса тӑнӑ шлака кӑларса пӑрахнӑ пек, кӑларса ывӑтать, вара хӑрӑмланса пӗтнӗ, хуп-хура сӑнлӑ ҫынсем каллех урамсем тӑрӑх сывлӑшра машина ҫӑвӗн шӑршине сарса, выҫӑ шӑлӗсене кӑтартса утаҫҫӗ. — Мӗн каласшӑнччӗ эсир, Фратю господин? — сивлеккӗн ыйтрӗ ӑна хирӗҫ ларакан Кандов. — Сывах, Иван Павлыч. Шыв урлӑ каҫмашкӑн пӗчӗк кивӗ пӑрахут тытрӗҫ, — леш еннелле ялан ҫав пӑрахутпа каҫса ҫӳренӗ, — часах вара савӑнӑҫлӑ ушкӑн, карҫинккасемпе апат-ҫимӗҫ йӑтса, аслӑ урам тӑрӑх утрӗ. Тускубпа мӗн пур инженер тарнӑ эппин… Анчах пӗррехинче Полтавӑран леш хайхи, ун ҫинчен каланӑччӗ-ха эпӗ сире, пӑрҫа тӗслӗрех сӑхман тӑхӑннӑ улпут ывӑлӗ килсе ҫитет, эсир ун пӗр повеҫне вуларӑр та пуль ӗнтӗ; хӑйпе пӗрле вӑл пӗр пӗчӗк кӗнеке илсе килнӗ те, ҫавна варринчен уҫса пире кӑтартать. Ванюш аҫмухха чихирь илсе килет, вӗсем вара шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, ӗҫсе ӳсӗрлеҫҫӗ те иккӗш те тулли кӑмӑлпа ҫывӑрма каяҫҫӗ. Кунта пур хӑнӑхнӑ япаласене те — шашкӑсене, шахмӑтсене, волейбола, фронтовиксем пурте питӗ юратакан «козёл» вӑййисене те пӑрахрӗҫ. — Ку вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫине шаннине пӗлтерет, — ӑнлантарса пачӗ ӑслӑ просвирня. Акӑ сана пӗр доллар, тавернӑра пӑртак сып. Калаҫатӑн кӑна, тата сайра хутран кӗнеке вулатӑн. Ҫитет пылчӑкпа сапма! Лешӗ ун ҫине нимӗн именмесӗр пӑхрӗ. Эпӗ август уйӑхӗнчи нӳрлӗрех тӗттӗмпе хӗррисем таранах тулса ларнӑ ҫырманалла пӑхса лараттӑм. Ывӑлӗ ура ҫине тӑрса пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ, унтан:— Ну ӗнтӗ, халь эсӗ эп мӗн тунине, ӑҫта ҫӳренине пӗлетӗн, эп сана пӗтӗмпех каласа патӑм! — терӗ. Ҫӑварна чиксе хур та эс ӑна, ан тив, вырттӑр вӑл хӑй вырӑнӗнче… Повозка вырӑнтан тапранса кайнине кӑна сисрӗ вӑл. — Ку Марийка мар. Марийка лутрарах та кӑвак кӗпепе. Комиссар ҫемйи Мускавра пурӑнать. Манӑн хамӑр ҫар парадне хам куҫӑмпа курас килет. Иха та Ҫывӑраканӑн урисен тӗлне ларчӗ, вӗсене ытамласа пичӗпе пӑчӑртанчӗ. — Ҫук, — юлташ. Халӗ ӗнтӗ хӑвӑртрах Хӗвеланӑҫнелле ӗмӗтленнӗ утравсем патнелле каймалла! Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка «пӗлетӗп» тесе пӗр ҫын та мухтанма пултарайман. Ну, вӑл ӗнтӗ князьсене вӗлерсе пӗтернӗ, анчах вӗсен вырӑнне вак дворянсене хунаттарса янӑ. Марья Николаевна хӑй кӗсри ҫине яшт! кӑна улӑхса ларчӗ… Пӗрне ҫеҫ ниҫтан тавҫӑрса илеймерӗм: йӑмӑкӑмран ыйтса-мӗн туса, эпӗ нихҫан та «аптратман», «Катьӑсӑр пурӑнма пултараймастӑп» тесе те нихҫан та ҫырман эпӗ. Салтак каллех мана пырса тапӑнчӗ, анчах Смурый хӑрах алӑпа ӑна хул хушшинелле чиксе лартрӗ те отвода ҫӗклесе карӗ, вара шыв уҫласа салтак пуҫне йӗпетме, унӑн начаркка кӗлеткине тутӑр татӑкӗсенчен тунӑ пуканене ҫавӑрнӑ пекех ҫавӑркалама тытӑнчӗ. Гуигнгнмсем сӑмахсене сӑмсапа тата пырпа калаҫҫӗ. Сутӑҫӑ ҫавӑнтах сывлӑша ҫӗкленсе кайрӗ. Мӗскӗн старикӗн вилли сӗтел ҫинче выртнӑ. Исландецсене пичче килӗсене янӑ, вӗсем Снеффельс тӑвӗ тулашӗ енчи айккипе анса Стапи ялне кайма тухнӑ. Ун чухнехи вӗренӳ ӗҫӗ пурӑнӑҫпа нимӗн чухлӗ те ҫыхӑнса тӑман. Эпӗ хитре мар, анчах — ырӑ кӑмӑллӑ… Пӗр каҫхине Артём чӳрече умӗпе яланхинчен хӑвӑртрах танлаттарса иртсе кайрӗ. — Ку мираж! — тенӗ капитан. Вӑл ирӗксӗрех ҫав еннелле пӑхкаласа илчӗ, хӑлхинче вара: «Ыран — суд, тепӗр кунне — гильотина» тени, виле пытарнӑ чухне юрлакан юрӑ пекех янӑраса тӑчӗ. Юрататӑп эпӗ ҫакнашкал минута, ҫавӑн пек чух шухӑш йӗрӗ тӑрӑх ҫӳлӗрен ҫӳле ҫӗкленсе, сасартӑк унӑн вӗҫӗ хӗрри ҫуккине тавҫӑрса илетӗн тата урӑх малалла кайма ҫуккине ӑнкаратӑн. Хушаматсене калакан сасса илтсе, эпӗ темиҫе хут ӗнтӗ карт сике-сике илтӗм, анчах К саспаллипе пуҫланакан хушаматлисене чӗнме тытӑнчӗҫ пулин те, алфавитлӑ список тӑрӑх ман черет ҫитеймерӗ-ха. Марийкӑна куҫпа пӑхаймасӑр вӑл ӑшшӑн картус козырёкне аллипе тытрӗ. — Вӑл мана пире пурне те пӗлни ҫинчен, жандармсем пире асӑрхасах тӑни тата Май умӗн пурне те тытасси ҫинчен каларӗ. — Эпӗ, Воропаев юлташ, эсир хӑвӑр вӑйӑра кӑштах хакласа ҫитерейменни тата, чирӗре ытлашши ӳстерсе ярса иртерех канма тухнӑ, тенине илтрӗм, — терӗ вӑл, урамалла пӑхса. — Ӑҫта кайса хумалла ӑна? — терӗм эпӗ. Кӑшт тӑхтасан, палламан ҫын каллех кӗнӗ. Шӑнӑрлӑ вӑрӑм Ситанов, пӗр ҫирӗм икке ҫитнӗ каччӑ, уссисӗр те куҫ харшисӗр-мӗнсӗр ҫавра питлӗскер, хурлӑхлӑн та тимлӗн кӗтесселле пӑхать. Шел, питӗ лайӑх матросчӗ, тӑрӑшакан ҫынччӗ, ытлашши айван та марччӗ вӑл. Кӗве ҫине пустав е тусанпа йӳҫек шӑршине, пирӗн урапа ҫинчен тухаканскере, ир шӑрши ҫӗнтерсе илет, эпӗ чӗрере хӗпӗртеттерекен темле пӑшӑрхану пуррине туятӑп, мӗн те пулин тӑвас килет — ку вӑл чӑн-чӑн киленӳ палли. Анатран улӑхакан пӑрахутсем пирӗнтен чылай аякран иртсе каяканччӗ, ӑшӑхлӑхсенчен пӑрӑнса, чӑнкӑ ҫыран айӗпе лӑпкӑн юхакан шыв тӑрӑх хӑпараҫҫӗ вӗсем; анчах ҫакӑн пек тӗттӗм ҫӗрсенче вӗсем фарватерпа, юхӑма хирӗҫ пыраҫҫӗ. Пӗр сӑмахӗ ҫеҫ — инҫетрен ӗнтӗ — сасартӑк вӗҫерӗнсе тухса, вӑрҫӑра янӑранӑ пек, янӑраса кайрӗ: — Ого-онь! Вал пысӑк шаттерсем йышӑнатчӗ те вӗсене пӳлӗмӗн-пӳлӗмӗн хусах офицерсене тара паратчӗ, апатланакансем тытатчӗ, чӑхсемпе кӑрккасам ӗрчететчӗ, вут-шанка тепле майла уйрӑммӑнах йӳнӗ хакпа та пит вӑхӑтлӑ туянма пултаратчӗ. Малалла тӗттӗм пирки галерея ӑҫта ҫитиччен тӑсӑлни паллӑ мар, эпӗ унӑн вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пулӗ, тесе шутла пуҫланӑччӗ, анчах сасартӑк, ултӑ сехетре, эпир пӗр стена тӗлне пырса ҫитрӗмӗр. Урайӗнче шурса, ырханланса кайнӑ Марья Ивановна ларать, вӑл хресчен хӗрарӑмӗсен ҫӗтӗк-ҫурӑк платьипе, ҫӳҫне-пуҫне тӑмаласа пӗтернӗ. Пӑрах! — Мм… да… ҫапла-а! Хлебников, пӑвӑнса илнӗ ҫын евӗр, аллисем ҫинче ним латсӑррӑн та килпетсӗррӗн ҫакӑннӑччӗ. Хайхискер, пурте харӑс тӑриччен малтан вӑранса, пурне те сиссе-пӗлсе тӑнӑ тӑркачӑ сисмесӗр-пӗлмесӗр тӑнӑ манӑҫлӑ туйӑмпа эпӗ доктор ҫинчен шухӑша кайрӑм та, вӑл ывӑлӗ патне фронта пыни ҫинчен Ромашов мӗн каласа панине асӑма илтӗм. — Ухмах та ҫав эсӗ, ачам, — терӗ вӑл: — ирсӗр ухмах! — Мӗн калаҫан, мучи, сана ҫакна пула кӑна вӗлермен-и вара? Пурӑнатӑп вӗт санпа… Эсир пурте пӗр евӗрех пулас. Пӗрисем вӗсенчен ярӑнуллӑ хӑлат вӗҫевӗпе — ирӗккӗн сарнӑ ҫуначӗсене ним чул та хускатман пекех — пӗлӗтӗн тӳпине ҫитесшӗн ярӑннӑ, теприсем — вылянӑ, сывлӑшра чикеленнӗ, юр кӗмӗркки пек аялалла анса, каллех ҫӗмӗрен пек ҫӳлелле ыткӑннӑ. — Мӗн эсир, Том мистер, — тет Джим. Вӑл следователь пӳлӗмӗн алӑкне уҫрӗ, унтан, Артур малалла пӑхса, вырӑнтан хускалмасӑр тӑнине курса, ӑна хуллен малалла тӗртрӗ. Профессорӑн ҫав ҫитменлӗхсене пӗлсе хулара унтан юри йӗкӗлтеме тӑрӑшнӑ; лекци итлекенсем ҫавӑн пек самантсене сыхласах тӑнӑ, ӑна ҫиллентернӗ, унтан кулма юратнӑ, ун пек хӑтланни Германире те килӗшӳллӗ ӗҫ шутӗнче хисепленмест. Вӑл хулӑн романсене питӗ юратнӑ-мӗн. Сахалтарах, шӑппӑнрах калаҫ терӗ мана. Эс хатӗр-и, Хоуик? Атту эпӗ пӗчченех… кичем, ниҫта та каяс килмест… Тӑшман ҫутаракан тӑхлан ҫумӑрӗ айӗнче ретсем кашни ҫеккунтрах чакса пыраҫҫӗ пулин те, салтаксем арӑслан пекех ҫапӑҫаҫҫӗ, вӗсем пӗр хут та иккӗленсе тӑман. — Акӑ, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ питӗ лӑпкӑн, — ҫак гражданина эсир мӗн тесен те лайӑх паллатӑр. Эпир ун ҫине анатпӑр. Оперов тем мӑкӑртатса илчӗ пулас, «Эсӗ ху вара айван ӑслӑ ача» тенӗ пек те туйӑнчӗ, анчах эпӗ ҫакна пачах илтмерӗм. Ҫапла, килӗшрӗмӗр-и? Часах кун пек хутсем миххипех пуҫтарӑнӗҫ. Эпӗ доктор каласа панӑ тур паллиллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫинчен шухӑшларӑм… Юратӑвӑн та, тетӗп эпӗ сире, хӑйӗн тӳписем пур, вӗсен тӑррине миллионсенчен пӗрисем ҫех хӑпарма пултараяҫҫӗ. Ҫитейнӗ-ши? Итальянецсем хӑйсен чиккисем патне кайма пропусксем ыйтаҫҫӗ. Вӑл халь кӑна Чеслов ҫапса антарнӑ самолёт вырӑнне йышӑннӑ, нимӗҫе тӗллерӗ. Нушаланма пуҫласан, пирвайхи кунсенчех ун пуҫӗнче: Липинцӑра лайӑхрахчӗ, текен шухӑш вӗҫе-вӗҫе иртрӗ. «Вавжон, эсӗ мӗншӗн Липинцӑран тухса кайрӑн?» — тенӗ пек туйӑнатчӗ такам ӑшра. Мӗншӗн тухса кайнӑ-ши? Эпӗ хама-хам тем ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ, темиҫе кун вара хытӑ хурланса пурӑнтӑм. …Пӗрре эпӗ нимне шутламасӑр, шутсӑр ашкӑнса хӑтлантӑм, дама патне кӗнеке илме пырсан, вӑл мана пит сиввӗн каларӗ: — Анчах та эсӗ пит харсӑр та ашкӑнакан ача теҫҫӗ! Халь ӗнтӗ ӑна паллама та ҫук. Вӗсем салтаксем пек ҫапӑҫма, хурахсем пек касса-вакласа вӗлерме юратнӑ. Вӑл питех те кӗске, ҫирӗм минутран та ытла мар пычӗ, ахаль, ячӗшӗн ҫеҫ тунӑ суд пулчӗ. Анчах акӑ мӗн, майор, халӗ ҫапӑҫма эпӗ тытӑнатӑп. Пурте кусем детальсем, пӗчӗк канлӗх-хӑтлӑхсем, час иртсе каякан хӑнӑхусем. Вӗсем пурнӑҫӑн чи хаклӑ та питӗ пысӑк пӗлтерӗшне хупласа ҫех тӑраҫҫӗ, йӳнетеҫҫӗ. — Ну, юрать! — Мур ҫисе кайтӑр вӗсене, околоткӑрисене! — каланӑ Фома аллине сулса. Вӑл хӑйӗн хулпуҫҫине ача аллинчен вӗҫертрӗ, унтӑн сасартӑк ура ҫине сиксе тӑчӗ те йӗрсе ячӗ. Унтан хуллен кӑна ыйтрӗ: — Хулана каять-и? Кӑштах ларсан тата темиҫе тӗлтен ҫӗтӗлсе шӑтнӑ кӗпи-йӗмне пӑшӑрхануллӑн, тишкӗрсен, вӑл ура ҫине тӑчӗ, кӗлтуса ҫуртине темиҫе турӑш тӑракан кӗтес шайӗпе тан ҫӗклерӗ, турӑшсем ҫинелле пӑхса сӑхсӑхрӗ те ҫуртана ҫулӑмӗпе аялалла туса лартрӗ. Хӑй ҫитӗнтернӗ ҫамрӑкӑн доклачӗсене Воропаев мӗнле хытӑ тимлесе итлени ҫинчен Юрий ним те каласа кӑтартмарӗ. Шӑп ҫак юханшыв урлӑ каҫмалла пулнӑ та ӗнтӗ Камерон лейтенантӑн темиҫе ҫул каярах Бенгелӑна ҫитиччен. Вӗсем тӗттӗм вестибюльрен иртрӗҫ те нумай кӗтеслӗ пысӑк зала кӗчӗҫ. Вӗсен вӑййисем майлашса пымарӗҫ, хуллен-хулленех, хӑйсен ӑссӗнех чарӑна-чарӑна ларчӗҫ. Пӗр ҫамрӑк казак ӑна хӗҫпе пуҫӗнчен ҫапрӗ те, вӑл ҫавӑнтах пусма картлашки ҫине ӳксе вилчӗ. Хӑйӗн тенкипех вӗҫтерчӗ. Лось ҫӗкленчӗ, пысӑк чул муклашки илчӗ те ӑна пулӑ кӗтӗвӗ еннелле ывӑтрӗ. Лар. Ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ артиллеристсем хушшинче тӗрлӗ расчётсенчен пухӑннӑ ҫынсем, анчах вӗсем пӗр-пӗрине куҫпа пӑхсах ӑнланаҫҫӗ; мӗн тума кирлине, харпӑр хӑй ӗҫне — вӑр-вар та хӑвӑрт тӑваҫҫӗ. Ӗҫме-ҫимесене эпир ҫурмалла уйӑратпӑр, сирӗн пата хамӑр чи малтан тӗл пулнӑ карапа яма сӑмах паратӑп. — Ним калама та пӗлместӗн, — тавӑрчӗ Гаррис. Инҫетре кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче эпир икӗ лутра сӑртсене, вӗсем хыҫӗнче виҫҫӗмӗшне, ҫаплипех кӑвак тӗтрепе хупланнӑскере куртӑмӑр. — Эпӗ — Зина Кузьминская, Смоленскран. Амӑшне вӗлерчӗҫ, ачисене илсе кайрӗҫ. — Ну, — терӗ Анпадист, — халӗ ӗнтӗ вӑл ӑна ҫимеллипех ҫисе ярать; ҫынна тӗппипех ҫисе ярать. Тата урӑх теорисем те пулнӑ, кусем вара юланутне хӑйне питех пырса тивмен, ҫамрӑк Пойндекстере вӗлернипе пуҫсӑр юланут хушшинче мӗнле ҫыхӑну тупма пултарассине ытларах пырса тивнӗ. Обер-ефрейтор (хайхи Макариха аллинчен ҫӑкӑр илекенни) тем кӑшкӑрчӗ те конвойнӑйсем пурте шавлама тытӑнчӗҫ, автомачӗсене яра-яра тытрӗҫ. Игумен ахӑлтатса хыттӑн кулни кӳршӗри пур галерейсене те илтӗнмелле янӑрарӗ. Санӑн ырӑ канашна ҫавсем хупласа хучӗҫ те ӗнтӗ, халӑха сана хирӗҫ ҫавӑрчӗҫ. Тӗксӗм ӳт-тирӗ ҫинче кӑвак йӑрӑмсем палӑрсан ҫеҫ ӑна хӗнеме чарӑнчӗҫ. Леббокӑн «Пурнӑҫ савӑнӑҫӗсене» вула. Ҫавнашкал ӗнтӗ иртнӗ вӑхӑтра совет обществин класлӑ структуринче пулса иртнӗ улшӑнусем. — Ҫук, Уэлдон миссис, паллах, апла мар! — кӑшкӑрсах ячӗ ҫамрӑк. Аржанов ҫаврӑнса ларчӗ те нумайччен сӑмах чӗнмерӗ. Унтан хӑйӑлтатакан сасӑпа хуравларӗ: — Эп мӗнле «чӳлмек» леҫнине пӗлетӗп, эс хуть колхоз председателӗ пулсан та, лашасене усӑсӑр чуптарттараймӑн мана, шалишь, тӑванӑм! — Мӗн апла? Эсӗ ҫутҫанталӑк историне начар пӗлетӗн-им вара, е чана чи хисеплӗ, ҫемьелле кайӑк иккенне мантӑн-им? — Ан шарла, Константин! — ӳкӗтлерӗ ӑна ашшӗ, пӗчӗк ҫеҫ старик, унталла-кунталла шиклӗн пӑхкаласа. Пӗр вунӑ ҫул каялла, вӑл ҫамрӑкрах чух, вӗсем утӑ ҫинче Антип Грачпа килӗштереймен, ҫапӑҫса кайнӑ, Антип ӑна самаях хӗртнӗччӗ. Ӑна илсе каякан ямшӑк Дуня ҫул тӑрӑшшӗпех йӗрсе пычӗ, анчах та вӑл хӑй ирӗкӗпех пынӑн туйӑнчӗ тесе пӗлтернӗ. Вара, Алёшка, эпир ҫав аэродрома тилӗ чӑх витине шуса кӗнӗ пекех пырса кӗтӗмӗр. — Ҫук, пустуй мар, ҫӑмарта ыйтӑвӗ мар, эпӗ кирлине ыйтатӑп! Ҫап-пла! Пампассенчи тискер кайӑксем-ши вӗсем, е лавӑсен кӗтӗвӗ кӑна? Эпир саларан тухса кайрӑмӑр. Петӗр тӗттӗмре ыйтрӗ: — Мӗн шутпа ҫавна ҫырнӑ-ха? Амӑшӗ ӑна аллинчен тытса тӑчӗ, хӗрарӑмсем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхкаласа кулса, вӑл ачине ӳкӗтлерӗ. — Пӑх-ха эсӗ, старик епле ташлать… Самохин тухса каланӑ вӑхӑтра ӑна хирӗҫ ҫилӗллӗн тавӑрса калама хатӗрлесе хунӑ сӑмахсенчен ним те юлмарӗ. Ури ытла ыратсах кайманнине тунсан, питӗ савӑнчӗ: асаппа пулсан та, утма пултарать иккен-ха. «Тӗнче пӗтсе килет» пулсан, ӑҫтан ҫул парӑн-ха ӑна! Ҫак сӑмахсемпе вӑл мана пӗрлехи пӳлӗме, кӗтессе хуса кӗчӗ те, хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫне пытантарчӗ. Пире иксӗмӗре те уҫӑ алӑк хупласа тӑрать. — «Stoff und Kraft» кӗнекене ҫӑмӑл, ӑнланмалла чӗлхепе ҫырнӑ. — Вӑтӑр ҫичӗ ҫул! Чавнӑ-чавнӑ та вӑл Китая ҫитсе тухнӑ. Ку — шӑпах та паҫӑр вӗсем кайӑк вырӑнне хурса йышӑннӑскер. Шеффилдра, дворецра, хурансем пур, ҫавӑнта ӑшӑтса параҫҫӗ ӑна. — Ӗҫлесе илмен ҫав! — мухтанса кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫулсем иртнӗҫем ачан яланхи ҫивӗчлӗхӗ, лӑпланан хум евӗр, чаксах та чаксах пынӑ, анчах унӑн чӗринче, малтанласа тӗтреллӗн кӑна пулин те, пӗр вӗҫӗмсӗр янӑраса тӑнӑ салхуллӑ кӑмӑл-туйӑм вӑйлансах пынӑ. Вӑл васкаса чиркӗве кӗнӗ: ӑна хирӗҫ пуп алтартан тухнӑ; тиечук ҫуртасене сӳнтерсе ҫӳренӗ, кӗтесре икӗ карчӑк кӗлтуса тӑнӑ; анчах Дуня чиркӳре пулман. — Сывӑ пул, ангелӑм, — терӗм эпӗ, — сывӑ пул, савниҫӗм. — Пирӗн хамӑрӑн ӑс ҫитмест-им? — Ҫакнашкал ӗҫе тума шуйттан ачисем мар-и-ха вӗсем?! Ҫав хура мӗлке патнелле ҫынсем чупма пуҫларӗҫ, ҫав еннеллех санитари машини те кӑшкӑртса вӗҫтерчӗ. Халь те ҫапла, праҫник умӗн икӗ кун малтан, Марфа Ваҫили Андрейч патне пынӑ та унтан шурӑ ҫӑнӑх, чей-сахӑр тата ҫур четвӗрт эрех илнӗ, пурӗ пӗр виҫ тенкӗлӗх, тата пилӗк тенкӗ укҫан илнӗ. Ҫавӑншӑн вара, хӑйне ырӑ тунӑ пек, Ваҫили Андрейча тем тӗрлех тав тунӑ. Хӑйсен, йӳнӗ хакпа шутласан та, Ваҫили Андрейчран илмелли пӗр 20 тенкӗ пулнӑ мӗн. Ҫак резинӑран шӑратса тунӑ пек курӑнакан, хӑй сивве ниме те хуманнипе, вичкӗн пулнипе, вӑйӗпе, хӑй чӑнах, калама та ҫук паттӑр та хӑюллӑ пулнипе пӗтӗм хулана тӗлӗнтерекен офицер хӑйӗнпе кӑмӑллӑ пулни килӗшнӗ. — Пуриншӗн те тав сана, хаклӑ Ипполит Сидорович! Ҫак пӗлтерӗве Лондонра тухса тӑракан «Таймс» тата «Морнинг кроникл» хаҫатсен редакцисене темиҫе минут хушшинче ҫитернӗ. Эсир мана суяймастӑр! Тахҫан эпир унпа эсӗ тесех калаҫаттӑмӑр. Диканькӑри козаксем яшка антарса ҫиекен чашӑк-тирӗксене те, пурне те вӑл сӑрласа эрешленӗ. Ромашов крыльца ҫине тухрӗ. Вӗсем кӑшкӑрашнипе пулӑшаҫҫех тетӗр пуль эсир? Эпӗ кукамай аллине тӑснӑ еннелле пӑхрӑм, унта Сен-Жером сюртукне курсан, чӗре тапма чарӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ, вара пуҫа тепӗр еннелле пӑртӑм та пӗр вырӑнта хытса тӑтӑм. Тытӑнтӑм хӗвеле кӑшкӑрма: «Манӑн пурпӗр ыратмасть, хӗрлӗ шуйттан, ыратмасть!» — тетӗп. Эпир унӑн виҫӗ пуҫӗ. Вӑл юлашки сӑмах калама хатӗрленнӗ пек, куҫӗсене хупса тӑчӗ. Кассий Кольхаунӑн пурлӑхӗ Новый Орлеанта пурӑнакан законсӑр ывӑлӗ аллине куҫнӑ. — Ман атӑ! — терӗ комбат сасӑ кӑлармасӑр. Ҫакнашкалах тата эпӗ пирӗн магазинра сутӑ тӑвакан Надежда Щербатовӑна, самӑр, хӗрлӗ питлӗ, хӗретнӗ пек тутисемпе ялан йӑлтраса ҫӳрекен хӗре юрататтӑм. — Пурне те тӳссе, чӑтса ирттерӗпӗр! Пулатех вӑл, пулатех — кӗҫех ак эпир те, каялла ҫаврӑнӑпӑр та, хӗвеланӑҫ хӗрелнине пӑхса киленӗпӗр! — Ҫапла шухӑшларӗ те вӑл, утне анаталла уттарчӗ. Ку питӗ вӑраха пыракан кансӗр ӗҫ, ҫапах та мана кӑштах ӑнӑҫлӑн кайма тиврӗ. — Илсе тухса кайӑр ку выльӑха! — терӗ офицер. Анчах ҫапах та, мӗн те пулин тумаллах пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл чи ҫӑмӑл тата ӑнланмалла япала — хӗнени, тесе шутларӗ. Ҫулталӑк пӗтнӗ тӗле унӑн ӗҫ кунӗсем ҫитмеҫҫӗ пулсан, пулӑшӑпӑр: ачисем валли тырӑ колхоз фондӗнчен уйӑрса парӑпӑр. Ӗненетӗр-и, мана та авлантарасшӑн пулчӗҫ вӗт кунта! Эпӗ, ӑна янаххинчен вӑл хӑй ӑҫтиҫук пулнӑран тыттарса ятӑм. Ҫапла калаҫрӗ Дик Сэнд. Унӑн питӗнчен шултӑра тар пӗрчисем юхса анаҫҫӗ. Ӑна курсассӑнах Каи-Куму, тыткӑнрисем те ӑнланччӑр тесе пуль, унпа акӑлчанла калаҫма пуҫларӗ. — Эсӗ пакексен станӗнчен килтӗн-и? — Апла иккен, — терӗ вӑл тепӗр хут. Ҫурт таврашӗ илме ӗлкӗрнисем выльӑх-чӗрлӗхне ҫитернӗ, тасатнӑ, килкартисене йӗркене кӗртнӗ; илме ӗлкӗрейменнисем, утӑм юлми тенӗ пек, председатель хыҫҫӑн ҫӳренӗ. Вӑл аллисене чӑмӑртарӗ, унӑн пӳрнисем шӑтӑртатса илчӗҫ, куҫ хупаххи куҫ ҫине ӗшенчӗклӗн анса ларчӗ… Каяр-ха. Эпир сӳпӗлтетнӗ вӑхӑтра Любочка алӑк патне темиҫе хут та килсе кайрӗ ӗнтӗ, кашни килмессеренех: «Сирӗн пата кӗме юрать-и?» тесе ыйтрӗ, анчах атте ӑна кашни хутрах алӑк витӗр ҫапла кӑшкӑрчӗ: «Юрамасть, эпир тумланман-ха». Ну, мӗнле, Маша, хӑрамастӑн-и эсӗ? Пӗррехинче Левский хӑй ун патӗнче каҫ выртнӑ имӗш. Кун хыҫҫӑн Майкель Паттерсон ҫулҫӳревҫӗсене васкама каларӗ, лашӑрсене Айртонпа матроссен аллине хӑварӑр терӗ. Ун пек чух вӑл мана каҫах шӑппӑн чӗнетчӗ: — Пыр Атӑл ҫине. Ман савнӑ няня апата йӗппе чакаласа ман ҫӑвара тасатрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хӑсса ятӑм та, мана вара ҫӑмӑл пек туйӑнчӗ. — Нумаях та пулмасть, эпӗ Н. Н. биографине вуларӑм. Мӑлатукпа шаккакалать, мӗнле лекнӗ ҫапла тӗккелет те кӳмине кӗрсе ларать, лашисене тапратать, вара курса ҫеҫ юл. Тепӗр ҫур ҫултан вӑл ман пата ҫав ыйтупах тепре пычӗ. Ку хутӗнче вара эпӗ ӑна ҫиленсех хӑваласа ятӑм, хытах ятларӑм, арӑма каласа паратӑп, тесе хӑратрӑм. Ҫук, унӑн пысӑкӑшӗ Ҫӗр пек кӑна. Эсир, ҫавӑн пек, аванскер… Анчах экипаж сиктерни, куҫ умӗнчен тӗрле япаласем вӗлтлете-вӗлтлете юлни ку туйӑма часах сирсе ячӗ; эпӗ халь ӗнтӗ ҫылӑх каҫаракан манах ман пек ырӑ чунлӑ ҫамрӑк ҫынна пурнӑҫра нихҫан та курманни, курас та ҫукки тата ман пекки пачах пулманни ҫинчен шутлать пулӗ, тесе шухӑшларӑм. Эсӗ те хӗрхен ӑна, манӑн тӑлӑх-туратӑма. Ан пӑхӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл тепӗр хут, вара, куҫӗсене шӑлса илсе, Озеров ҫинелле кӑтартрӗ: — Акӑ кам ҫине пӑхмалла! — Маннӑ эпӗ, — васкаса калама тытӑнчӗ манах, пиччӗшне пӳлсе. Ҫакӑн пек тупнӑ япаласем тӗлӗшӗпе питех сыхланса, асӑрханса шутламаллине эпӗ пит аван пӗлсе тӑратӑп. Ун ҫинчен вӑл хапха умӗнче бандура калакан ҫамрӑк ҫын тавра кӗпӗрленсе тӑракан чаплӑ тумлӑ тарҫӑсенчен ыйтса пӗлес тесе шутларӗ. Анчах тарҫӑсем, ун пылчӑклӑ питне курсан, ответлес вырӑнне унран кулма тытӑнчӗҫ. Княгиня тухса кайрӗ. Унӑн ура ҫине тӑрса ун хыҫҫӑн чупма вӑй пулнӑ пулсан, вӑл ҫапла тунӑ та пулӗччӗ, анчах унӑн Цимбала питӗ парӑнас килмест. — Хӑйне мӑнна хума пуҫлӗ тата! — терӗ вӑл. — Эсир пурте сывах мар. — Эсир мана килӗшетӗр, — терӗ Марья Николаевна малалла лӑпкӑ сассипе, анчах ун ҫине пӑхсассӑн вӑл лӑпкӑ марри палӑрать, — ҫавӑнпа ҫаксене пурне те калатӑп та сире. Ҫапла, ан тӗлӗнӗр, шӳт туса мар эпӗ; сирӗнпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн эсир ман ҫинчен лайӑхах мар шутланине… е лайӑх мар ҫеҫ те мар, ку мана пурпӗрех, чӑн-чӑнах лайӑх мар шутланине аса илме кӑмӑллӑ пулас ҫук мана, ҫавӑнпа калатӑп. — Ку… мӗнле вара капла, Агафоша? Кабинета кӗрсен вӑл кресло ҫине ларчӗ те йывӑр шухӑша кайса, питне аллипе хупларӗ. Эпӗ ӑна тӗппипе казак ҫинчен каласа кӑтартрӑм, вӑл ахӑлтатса кулма тапратрӗ. — Паруссемпе кайма пулмасть-и? Калчо нимӗн пӗлмесӗр Остена тинкерсе пӑхрӗ. «Мӗн кирлӗ сана?» — тенӗ вӑл шӑлӗсене ҫыртса, — мӗн эсӗ хурах пек пур ҫӗрте те ман хыҫҫӑн ҫӳретӗн? Кунта хул калаккисем, кайри пӗҫӗсем тата ҫурӑм ҫинчи чи лайӑх пайӗсем пурччӗ; пӑхма вӗсем така ашӗ пекрех туйӑнатчӗҫ, анчах пысӑкӑшӗ тӑри ҫуначӗнчен те пӗчӗкрехчӗ. Пакшасем хаваслӑн ӗҫлеҫҫӗ: чӑрӑш лӑссисем хушшинче сиккелесе тем шыраҫҫӗ, чӑрӑш йӗкелли кӑшлаҫҫӗ, хӑйсене хӗл каҫма хӑвӑлсем хатӗрлеҫҫӗ. — Илтнӗ-и эсӗ, Николай, ачасем Мускава каяҫҫӗ вӗт? — терӗ Карл Иваныч, пӳлӗме кӗрсе. Эппин, ун ҫинчен эсӗ те илтнӗ? Акӑ мӗн, Саня, атя калаҫса татӑлӑпӑр. Кӗҫнерникун ирхине, Лыкачевсен ҫурчӗ умӗпе пухӑвалла иртсе пынӑ чухне, вӑл сасартӑк хӑйне ятпа чӗннине илтех кайрӗ: — Юйий Айексеевич, Юйий Айексеевич, кийӗй-ха кунта! Ҫав каҫхинех, тупӑ кӗрӗслетнӗ сасса илтнӗ каҫах, озеровецсем ҫул урлӑ каҫнӑ чух, нимӗҫсене тӗл пулчӗҫ. Кун пек мир тума пӗр полковник ҫеҫ килӗшмерӗ. Фома хӗрарӑм енне чӗмсӗррӗн пуҫ тайса илнӗ, вӑл Маякин мӗнле ответ туяннине те, ашшӗ хӑйне мӗн каланине те итлемен. Хирти пахчасемпе ытти тырӑсен пӗр пайӗ ҫине сурмаллаччӗ те хӑвӑртрах тулӑ акса хӑвармаллаччӗ, йӑнӑшӗ ҫакӑ пулса тухрӗ вӑл! Уй-хирте — пысӑк тухӑҫ. Ирӗк парӑр-ха! Вӑл мӗн ҫинчен ыйтнине ӑнланмарӗ-ши, ӑнланасшӑн пулмарӗ-ши? Ҫапла вӑл тата тепӗр кун е ик-виҫӗ кун шунӑ. Ҫак сӑмах хыҫҫӑн Левко хӑйӗн ҫиллине тек пытарса тӑраймарӗ. Эпӗ йӑнӑшмарӑм: старик эпӗ сӗннӗ стаканран туртӑнмарӗ. — Халӑха халӗ, тӑванӑм, пур ҫӗрте те йывӑр. — Ҫапла, сапла! — терӗ Паганель, хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетес шутпа. — Ку хутӗнче сана Макҫӑм тетӳ чарса тӑмӗ, — терӗ Анна Михайловна, — хамах унран ыйтӑп. Мӗншӗн тата эпӗ асӑма илесшӗн тӑрӑшатӑп, ӑҫта илтнӗ эпӗ ӑна? Ан хӑра, эпир сире вӑрҫма вӗрентӗпӗр. Кукаҫей ҫӗрте выртакан вут-шанкӑсене касать, манӑн касса хатӗрленӗ вутта пӗр ҫӗрелле ҫӗклесе тухмалла, анчах эпӗ вӑл сисиччен кукамай хыҫҫӑн чӑтлӑхалла кӗрсе каятӑп — кукамай йывӑҫ вуллисем хушшипе хуллен шуса пырать, шывалла чӑмнӑ пек, вӑл пӗрмай лӑсӑпа витӗннӗ ҫӗр ҫумнелле пӗшкӗнет. Нимӗҫсем вӗлернӗ кӗрӳшӗ вырӑнне Михайла мучи хӑех председатель пекки пулнӑ. Европӑри монархсенчен пӗри те кун пек тума хӑяймӗ тесе, ним иккӗленмесӗр калама пултаратӑп. Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсене пурне те мобилизацилеҫҫӗ. Анчах вӑл Татаринов капитанӑн хучӗсем хушшинче шӑпах хам тӗрӗс пулнине кӑтартакан ҫырусем пуррине пӗлмест-ха, вӗсем пирки хаҫатсенче те ҫырмарӗҫ. Унта хурама, хурӑн, юман ӳсет. Мӑкпа ҫӑра курӑк ҫийӗн утнипе ура сасси те илтӗнмест. Кунта ҫул та, сукмак та ҫук; пӗр-пӗр йӗр курӑнсан та ҫавӑнтах чӑтлӑха кӗрсе ҫухалать. Эпир тӗттӗмре такамсен урисем ҫине пуса-пуса хамӑр вырӑна шыраса ҫӳренӗ самантра вӑл пире чӗнсе илчӗ… — Гек, паллах манӑн сана хампа пӗрле ҫӳретес килет, анчах ҫынсем мӗн калӗҫ? Анчах тӑлланӑ выльӑхсем аякка кайма пултарайман, ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем вӗсене ҫывӑхра шырама пикенчӗҫ. Эсӗ купӑста яшки ҫиетӗн, иккӗмӗшне — шарикленӗ ҫӗрулми, пылакшӑн — панулми е арбуз касӑкӗ ҫиетӗн. Ман горничнӑй темле тулӑксӑр-ха паян… Халӗ эпӗ никама та укҫа кивҫен памастӑп, саклат хывтарса ҫеҫ пама пултаратӑп. Вӑл пӑрӑнчӗ те, Джемма ҫинчен маннӑ пек, урам тӑрӑх майпен утрӗ. — Пӗтӗмӗшпе илсен — пит те аван! — терӗ те Николай, аллисене сӑтӑркаласа, лӑпкӑн та ачашшӑн кулса илчӗ. Вӑл пӗртте ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр килелле утрӗ, хӑйне-хӑй пит лӑпкӑн тытнипе вӑл мана пушшех путарса хӑварчӗ. — Кӑшт кулӑшларах хушса хучӗ Васютин. — Мӗнле фактсем! — тесе ыйтнӑ Сэм Мэнли. Анчах вӑл нимӗн те чӗнмерӗ, пӗр хускалмасӑр ларса тутрине те пичӗ ҫинчен илмерӗ. — Ан чар мана, Джеймс! Эпир ытлашши ҫемҫе пултӑмӑр! Хӑравҫӑсем пулса ан ӳсчӗр вӗсем. Анчах эсир мӗншӗн шӑпах пирӗн колхоза килнӗ-ха? Юлашкинчен, мӗнпур намӑс-симӗсе пӑрахса, вӑл хырӑмӗ ҫине выртрӗ те ҫапла шума тытӑнчӗ. — Акӑ мӗншӗн: вӑл ӑслӑ мужик. Унӑн чирӗ ҫинчен пирвайхи кун пӗлсенех, Елена хӑй те кӑштах чирлесе ӳкмерӗ; вӑл килне таврӑнсанах, хӑй пӳлӗмне питӗрӗнсе илчӗ; анчах ӑна апата чӗнчӗҫ, вӑл столовӑйне тӗксӗм сӑн-питлӗ кӗрсен, Анна Васильевна хӑраса ӳкрӗ те ҫийӗнчех вырӑн ҫине вырттарасшӑн пулчӗ. Дубровский чӗтресе илчӗ; унӑн шуранка питне йӑм-хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, унтан пӗр самантрах вӑл малтанхинчен ытларах шурса кайрӗ. — Ох, ывӑлӑмсем, тӑрантарса усраканӑмсем, ӗненӗр-ши: пӗтӗмпех пӗтсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Вырӑн ҫинче — ҫут тӗнчерен те хаклӑраххи: Катя, арӑмӗ, хӑвӑрт, хӑвӑрт, шӑппӑн сывлать. «Колони таварӗсен обществи» мӗнлерех? Шура, сирӗн паллашас пулать унпа. Подвалта темскер шатлатрӗ. — Аттене эп хам пӗлтеретӗп… — тенӗ Фома. — Упӑшка пирки, Виктор пирки. Уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра та вӑл хӑйне сӳрӗк тытрӗ, никам умӗн те авкаланмарӗ, ӗнтӗ ҫаках темӗн ҫинчен те калать! — А-а-а! — шӑлне ҫыртса хӑрӑлтатать Шаповаленко. Вӑл вырӑнпах выртрӗ. Эсӗ яланах манран ыйт: эпӗ пурне те пӗлетӗп. Васкамасӑр, енчен енне тайкаланса пырать, эппин — ӑна Кондрат ӗҫпе яман унта, хӑй ирӗкӗпе каять, хӑй айванла хӗр йӑлӑнтарӑвӗпе. — Ҫук, эпӗр кунта ҫывӑрас теместпӗр, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Ку — луччӗрех… Лиденброк профессор кӑмӑлӗ миҫе тӗрлӗ улшӑннине эпӗ ниепле те каласа та, ҫырса пама та пултарас ҫук, вӑл тӗлӗнсех кайнӑ, иккӗленет, юлашкинчен темӗн пекех ҫилленнӗ. — Ухмах, Антон пек. Тоня Лещинский ҫинчен сӑмах хускатнӑшӑн кулянса илчӗ. — Нумай хутчен тав, паян мана Ледоховский граф патне йыхравласа хунӑ. — Эсир ҫак чаплӑ сӑн-сӑпата курма хӑнӑхса ҫитнӗ пулӗ ӗнтӗ? — терӗм ӑна эпӗ. — Ҫавӑн пек ушкӑнтан пуль тетӗр-и? — Пире пулӑшакан та, хӗрхенекен те ҫук кунта. Хӗвел куҫа шартарса ҫутатакан тата сывлӑш ҫав тери лӑпкӑ тӑракан кунсенче те, ҫак ҫыран хӗррине тинӗсрен темӗн пысӑккӑш хумсем йӑваланса килеҫҫӗ. Ку утрав ҫинче тинӗс хумӗн сассинчен пытанмалли вырӑн та ҫук пулӗ. Прокурор татӑклӑ ҫапӑҫусем кунта мар, Короленко дивизийӗн участокӗнче (Александра Ивановна унта ирхине пулнӑ), тесе ӗнентерет, разведчик: Голышев совет ялавне Парламент ҫине пырса ҫакни ҫапӑҫу вӗҫленнине пӗлтерет, — тесе ӗнентерет. Паганель татах патагонец патне пычӗ те, сӑмах ҫитменнине пула час-часах чарӑнкаласа тӑрса, унпа калаҫма тапратрӗ; анчах дикаре халиччен илтмен япаласем ҫинчен ӑнлантарса пама йывӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем каланӑ япалана куҫ умне курӑнмалла туса парсассӑн ҫеҫ ӑнланса илме вӗреннӗ. Арктикӑри каҫ пушлӑхне паттӑр ӗҫсем тума каякан тӑванӗсен сывлӑхӗшӗн моряксем ура ҫине тӑрса ӗҫеҫҫӗ. Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ… Вунпилӗк ҫул хушшинче эпӗ хам атте ӳкернӗ евӗрлӗ портрета тӗл пулмарӑм, акӑ сасартӑк халь аукционра… — Паян эпӗ Ленинградран посылка илтӗм. Эпӗ сана кӑтартӑп-ха ӑна. — Аха-а, патаксем тытрӗҫ! Священниксем урӑх ризӑсем тӑхӑнса, кардинала алтарьте кӗтнӗ, анчах вӑл ҫаплах хускалмасӑр ларнӑ. Вӑл бразилец пек туйӑнать. — Паллах, эпӗ те ҫылӑхсӑр мар, ҫак алӑ та (вӑл шӑмӑллӑ чышкине чӑмӑртарӗ), ҫак алӑ та христиансен юнне тӑкни енӗпе айӑпсӑр мар. Христина пикен ячӗ кайнӑччӗ. Ҫак ҫынна эпӗ виличчен те манас ҫук! Эпӗ нимӗн те ӑнланмарӑм — кама кӗтетчӗҫ-ши вӗсем, мӗншӗн халӗ пурпӗрех ӗнтӗ, пӗлме ҫук. Акӑ мӗнте пирӗн ҫӑлӑнӑҫ, пирӗн телейлӗ пурӑнӑҫӑн шанчӑкӗ, рабочи рабочипе тӑванлӑ пуласси. Апла пулин те, хумсем карапа енчен енне силлени те, тӗпрен сиктерни те ӑна аптратмасть пулас — тинӗсе пирвай тухнӑ ҫынсем чирлекен чирне чирлемерӗ вӑл, — ку вара карап поварӗшӗн питӗ те аван. Ҫук, пулма пултараймасть! — хӗрӳленсе хирӗҫлерӗ Разметнов. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пуҫри тӑн уҫӑлса ҫитрӗ, чӗре канлӗрех тапма пуҫларӗ, ман ӑша каллех ҫирӗп туйӑм килсе ҫитрӗ. — Ку инкекех мар-ха, чунӑм; тӗнчере ҫак кӑна йӑлӑхтарать-и вара? — Кур-ха, мӗнле сухӑр! Ванюшӑн ҫавӑрса ҫыхнӑ шарфӗнчен, ҫӑм аттисенчен, ыйхӑллӑ пит-куҫӗнчен ӑна хӑй патне чӗнекен урӑх пурнӑҫ сасси — ӗҫлӗ, асаплӑ, канӑҫсӑр пурнӑҫ сасси илтӗнчӗ. — Кун пирки хамӑрӑн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комиссариатне нота килмесӗрех иртсе каять пулӗ те-ха, — тесе хурать Гаврилов шӳтлесе. Вӑл палларӗ те — айккинелле пӑхма тытӑнчӗ. …Манпа хӑйне мӗнле тыткалас тесе шухӑшларӗ ӗнтӗ вӑл ҫав самантра. Акӑ 1066 ҫулхи вырӑссен летопиҫӗнчи комета ҫинчен калакан пӗлтерӳ: «Хӗвеланӑҫ енче тӳпере ҫав тери пысӑк ҫӑлтӑр курӑнса кайрӗ, унӑн ҫути юн пек хӗрлӗ, Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн каҫхине тухрӗ те ҫичӗ каҫ хушши куҫран ҫухалмарӗ, унтан вара тискер вӑрҫӑ хускалчӗ, Русь ҫӗрӗ ҫине половецсем тапӑнса кӗчӗҫ, ҫӑлтӑр юн пек хӗрлӗ пулсан, вӑл яланах юн тӑкӑнасса пӗлтерет…» Ӗнте курӑк хушшинчен пур енчен те козаксем йышлӑн харлатни илтӗнет, хиртен хӑйсен урисене тӑлласа янӑшӑн тарӑхакан ӑйӑрсем хыттӑн кӗҫӗнни илтӗнет. Сире пӗр сӑмах та ҫырмасть-и? Манӑн атте ӑна кашни хирӗҫ пулмассерен чарӑнса тӑратчӗ те: шуйттан, чӑн-чӑн шуйттан! темесӗр чӑтаймастчӗ. Ҫавна суд теҫҫӗ! Францири Наукӑсен Академийӗнчи хӑш-пӗр ученӑйсем вӗсен хушшинче — Мильн-Эдвардс тата де-Катрфаж ҫакӑнпа интересленсе, тупӑннӑ шӑмӑ чӑнласах этемӗн пулнине шанӑҫлӑнах кӑтартса панӑ; вӗсем англичансем калашле, ҫав «янах шӑммийӗн суд процесӗнче» питех хӗрӳллӗ тухса калаҫнӑ. Корчагин ҫур батальона ертсе пыма хӑй ҫине илчӗ. Вӑл виҫҫӗмӗш ротӑн командирӗпе тата политрукӗпе урам варрине тухса, цепь мӗнле тӑрса тухмаллине приказ парать. Вӗсем патне красноармеец чупса пычӗ. Урайӗнче ларакан хунар ҫути маркизпа Говэнӑн иккӗшин питне те ҫутатса илчӗ. Унтан вӑл каллех айккинелле сулӑна пуҫларӗ. Сеткӑсӑр, куҫлӑхсӑр, ешчӗксӗр юлсан та, вӑл пурпӗрех кӑпшанкӑ шырама пӑрахмасси паллӑ пулнине, ун ҫине алӑ сулса, вӑл мӗн тӑвас тенине тума ирӗк памалла пулчӗ. Пӗрре ҫавӑн йышши хӗрарӑмсенчен пӗри, ӳсӗр те шухӑскер, хӑйӗн ҫумӗнче каҫхи апат туса ларакан Фомана питрен дыня хуппипе ҫапнӑ. Качаканни пек сухалӗ унӑн хӑйӑр тӗслӗ, кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗ те ҫавӑн тӗслех. Конституцин проекчӗ ҫавӑн пек ҫынсем валли йӗвен явса хурать. Ывӑннипе аптӑра-аптӑра ӳкекен тутар хӗрарӑмне канма парас тесе, Андрий час-часах чарӑна-чарӑна тӑрать. Ыран ман алӑсене ан сӑнчӑрлаччӑр тата куҫсене ан ҫыхчӑр тесе хушӑр. Астӑвӑр унӑн сӑмахӗсене, ун чухне вӑл: «Парти ялавне нихӑҫан та хамӑр алӑран ӳкермӗпӗр» тенӗччӗ. — Кӑтартрӑм… ова… Манӑн виҫӗ ача, уксах-чӑлах аппа тата чирлӗ арӑм пур. — Эпӗ-и? Кам пуҫтарнӑ, кам тунӑ? Сирӗн Гремячири ҫырма урлӑ ишсех каҫрӑм. — Сирӗн кӑштах выртса канмаллаччӗ, Александр Анисимыч. Тата пирӗн батальонра та пурте: «Эпир хамӑр ачасене хӑтаратпӑр е вилсе выртатпӑр», теҫҫӗ. Вилес пекех хӑраса, хӑй ҫине кам пӑхса тӑнине тавҫӑрса илсен, вӑл сасартӑк тӑна кӗчӗ. Шыв парӑр! Вӗҫмелле мар сирӗн, ассенизаци обозӗнче ҫеҫ ӗҫлемелле! — тенине те илтсе юлтӑм. Манӑн инструктор хаяррӑн тавлашнӑ вӑхӑтрах ҫепӗҫҫӗн кӑна «эсир» сӑмаха та хутӑштарать… Елена шурса кайрӗ. — Унтан — ытла мар. — Ку мӗскер? Король кортежӗ ҫийӗн ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ, унран та ҫӳлерех вӑрӑм шӗвӗр патак тӑрринче Муани-Лунга ҫӗнтернӗ кӳршӗри патшасен пуҫ купташкисем шуррӑн курӑнаҫҫӗ. Сутӑ тумашкӑн сахалах мар тӑн-пуҫ кирлӗ; тӑн-пуҫпа пурӑнма кичем пек пулать те, ҫавӑнпа та асса пӑхас килсе каять пулӗ. — Ҫапла, эпӗ пӗлетӗп. Сыпмасан эпӗ хама-хам канлех тупас ҫук ӗнтӗ. — Пӗр хӑвна ҫеҫ хӗнетӗп иксӗмӗр кӑна чухне. Сӑрнай иккӗмӗш хут кӑшкӑртсан, башня тӑрринчи ҫын калаҫма пуҫларӗ. Акӑ мӗн илтрӗҫ аялта тӑраканнисем: — Эй, эсир, аялтисем! Хӗрарӑмсенчен пӗри, коляскине кӳршӗ хӗрарӑмне сыхлама хушса, ура ҫине тӑчӗ те, хутланнӑ платьене тӳрлете-тӳрлете, кухня еннелле утрӗ. Малти пӳлӗмре, тумтир ҫакмалли пӑта ҫинче, ытти платьепе юнашар эпӗ тӳрех унӑн шинельне куртӑм. Пурӑнӑҫӗ те тутлӑ унта. Ну, ӗҫӳсем мӗнле?.. Кӑмӑлӑр пулсан, ӑна Раштава пусӑр та типӗтсе хурӑр, е ахаль халлӗнех ҫисе ярӑр. Вӑл мана хӑналама хӑтланчӗ, чей вӗретрӗ, кухньӑран ватрушка илсе килчӗ. — Каямас, — савӑнӑҫлӑн ҫуйӑхса илнӗ те Антон, ҫавӑнтах юрласа янӑ: Христос чӗрӗлнӗ, чӗрӗлнӗ… Хӑйне «Британи» ҫинчи боцман тесе кӑтартать ку ҫын, те тӗрӗс калаҫать, те тӗрӗс мар, ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗрин пуҫне те ҫав шухӑш халиччен килсе кӗмен. Тӗрлӗ хыпара часах шанман тата асӑрханса ҫӳрекен майор, халиччен ҫын ҫине шанма хӑнӑхса ҫитменскер, кам пӗлет, тен ҫак ҫын: Айртонӑн сӑмахӗсем ҫын шанӑҫне тивӗҫлӗ-ши тесе ыйтать пуль хӑйӗнчен. Ку сӑмсах тинӗс хӗрринче пӗр пӗччен капланса тӑракан чӑнкӑ сӑртлӑ ту. Пӑчӑ мастерскойра лампӑсем тӗксӗмӗн ҫунаҫҫӗ: итлесерех тӑратӑн та — тӗпӗр-тӗпӗр тӗпӗртетнӗ, сасӑсем йӑсланӑ хушӑра пӑхӑр умывальникран мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ҫинелле шыв васкаса тумлани уйрӑмӑнах илтӗнет. — Эпӗ! — Каблешков ыйтнине хирӗҫ тӳррӗнех каларӗ Кирияк. Тихон нихҫан та ҫакӑн пек нумай тата ҫакӑн пек тарӑхтармалла калаҫман. Сирӗн пек демагогсем мана улталаймаҫҫӗ. Кун каҫа ӑшӑнса ҫитнӗ хӑйӑртан темле вичкӗн шӑршӑ кӗрет, пуринчен ытларах бойнӑсен тутлӑрах, ҫулӑ шӑрши — юн шӑршийӗ сисӗнет; тир ӑстисем пурӑнакан картишӗсенчен тата тир йӳҫҫин сӑмсана ҫуракан тӑварла шӑршийӗ кӗрет. Урӑхла каласан, ӑна вӗсем хӑйсен мушикле тӗттӗмлӗхне пула эсремет тесе шутлаҫҫӗ, паллах… — Эпӗ Галли патне ярасшӑнччӗ, анчах Риварес ман шухӑша сиссенех ҫилленсе кайрӗ, ҫавӑнпа та вара эпӗ ун патне ямарӑм. Эпӗ те халь ҫаплаллах тӑватӑп, господасем, — Шульгович ҫӗкленчӗ те салфеткине пукан ҫурӑмӗ ҫине хучӗ, — Нептун ытамнелле каятӑп. Старик шлепкине ҫамки ҫине пусса лартрӗ, тинӗсре тӑхӑнакан плащӗн пашликне янахӗ айӗнчен тӳмелерӗ те айлӑмалла васкасах ута пуҫларӗ. Окунев хӑйӗн тусне хӑй патне илсе кайрӗ. Совет ҫуртӗнче унӑн уйрӑм пӳлӗм. Халӗ, ҫав кура куҫлӑ работница ҫине савӑшлӑн пӑхса, Фома ун тӗлӗшпе шап ҫав тӳрккес туртӑма туйса тӑнӑ, — ку уншӑн намӑс та, хӑрушӑ та пулнӑ. — Э, Корчагин, — лӑпланчӗ Мендель. Шалтан кӑшкӑрса ячӗҫ; машинӑсене чарма хушса, чан ҫапма тытӑнчӗҫ, вӑрҫаҫҫӗ, пӑс чашлать. Джим пӗр енчен, эпӗ тепӗр енчен шыва сикме ӗлкӗртӗмӗр, унччен те пулмарӗ, пӑрахут сулӑ урлӑ шатӑртатса каҫса кайрӗ. Агитаци ӗҫне уҫҫӑнах туса пыма тытӑнчӗҫ, ӑна ирттересрен шикленсе тӑрасси асра та ҫук, пӑлхава хатӗрленсе хӗҫ-пӑшалланнине тӗрӗк правительстви курсах тӑрать, ҫапах та хӑйне ҫуламан пӑру пек тыткалать, вӑл пусмӑрти халӑх вӑйне нимӗн чухлӗ те хисепе илмест, йӗрӗнсе пӑхать, ҫавӑнпа кӑна калама пулать вӑл куҫсӑр пулса тӑнине. — Пулкалать ун пекки. — Ну, ну,— вӑл каланине ӑнланса илсе, каллех кӑмӑлне ҫемҫетрӗ Юргин.— Ӑна валли командирсем пур. Хӑй пӗлсе хӑнӑхса ҫитнӗ ялпа ҫывӑхри хирсенчен кӑшт аякка кайсанах, Петр аптраса ӳкнӗ, хӑйӗн суккӑрлӑхне ытларах туйма пуҫланӑ, час тарӑхакан, чӑркӑшакан пулса кайнӑ. — Ав епле! — тенӗ Алексей тепӗр хут, хӗр ҫав тери кӑмӑла кайнине пытармасӑр. — Мӗн апла, турӑҫӑм! — пакӑлтатрӗ карчӑк гостинӑйран чупса тухса. Хӗвелпе типекен симӗс курӑк шӑрши кӗрет, витерен типӗ лаша тислӗкӗн шӑрши сарӑлать. Лупас айне кӗрсен, сӑмси шӑтӑкӗсене тин ҫеҫ ҫулнӑ, кӑштах кушӑрканӑ чечеклӗ курӑкӑн ырӑ шӑрши пырса ҫапнипе, Давыдова пӗр самантлӑха хӑй ҫеҫен хирте, тин ҫеҫ купаланӑ тутлӑ шӑршлӑ утӑ капанӗпе юнашар тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ. — Ах, анчах пур кӗнекесенче те юрату ҫинчен ҫыраҫҫӗ вӗт-ха! Ҫав караппӑл хӑй каҫхи сунара тухас умӗн пӗр хускалмасӑр выртакан сап-сарӑ хӑмӑр тӗслӗ таса чул чӑмӑркки евӗр курӑнса канса илет те, каллех ҫӗр ҫумӗнчен ҫӑмӑллӑн уйрӑлса, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхать. — Ҫумӑр кӗҫ-вӗҫ пулмалла! Ҫилленет, анчах палӑртмасть, хӑш чухне ҫеҫ, эпӗ унтан кулма пуҫласан, куҫне хӗсет, вара эпӗ пӗлетӗп: вӑл халь-халь чыссӑр сӑмахсем каласа вӑрҫма тытӑнасса сиссе, тухса каятӑп, унӑн кӑмӑлне пачах пӑсасшӑн мар эпӗ… — Пӗлме пултараймастӑп, сирӗн превосходительстао. Лашасем урамра крыльца умӗнче тӑнӑ ӗнтӗ. — Тасал кунтан! — ҫиллессӗн кӑшкӑрчӗ те вӑл юланутла ҫын енне саламачӗпе сулчӗ. Ӑнланатӑр-и эсир, ку мӗнле ытарлӑн каланӑ сӑмах пулнине? Ушкӑнра арӑмсемпе хӗрсем темиҫе ҫын тата пӗр ватӑ казак тӑратчӗҫ. Ҫурҫӗр иртсен ик сехетре «Дункан» тӑлпӑвӗпех кисренчӗ. Пурӑнса киленни хыҫҫӑн епле пулсан та вилмелли килсе тухать… — Мана аслатиллӗ пулни ҫав териех шиклентермест-ха, — тесе хучӗ Гленарван, — вӑл татах витререн янӑ пек тӑкасран хӑратӑп эпӗ. Ун чухнехи вӑхӑт уншӑн ытарма ҫук пулнӑ, Джонни ҫав кунсене ҫынсем ырӑ фейӑсене ӗненнӗ пек, час-часах ырӑ кӑмӑлпа аса илнӗ. — Вӑтӑр ҫиччӗ, — хӑй пуҫлӑхне тӳрлетсе каларӗ алӑк патӗнче тӑракан сарлака хул пуҫҫиллӗ хатӗрлевҫӗ. Карапсем ҫинче, яланхи йӗркепе, каҫ пулсан, ҫӳлти парӑссене — брамсельсене, бом-брамсельсене, топсельсене пуҫтарса чӗркеҫҫӗ. — Эсӗ унта мӑйракасен вӑрманӗ куртӑн-им? Халлӗхе аташса кайман-ха. — Тӑвӑл аташтарчӗ пуль ӑна! — Эсир пӗлместӗр-и, мӗншӗн чӗнеҫҫӗ мана? Вилӗм тӗкӗнмест сана… Лещинский те вӗсен хыҫӗнчен чупрӗ, вӑл шоссе ҫине тухса пыратчӗ, пӑшал тепӗр хут янӑраса кайрӗ. — Чӑн та, — терӗ Гаррис, авӑрланӑ пӑшалне ярса тытса. Бенедикт пичче кӗтмен телейпе антӑхсах кайрӗ. Икӗ эрне тытса усрарӗҫ — ҫитет. Макар умӗнче ӑна каллех, ӗлӗкхи пекех, аван мар, намӑс пулса кайрӗ. Ан кӗмсӗртетсем эс, ҫӗр ҫӑтманскерӗ, — хӑратса пӑшӑлтатрӗ вӑл, ман пата ҫывӑхах пырса. — Мӗнле кайӑн-ха? Анчах та мӗнле пурӑнӗ-ха вӑл, тарса килсен? — пӑшӑрханса ыйтрӗ амӑшӗ. Том кӑтартрӗ. — Хальт! — Акӑ мӗн, — тетӗп эпӗ, — вӗсем, паллах, чӑн-чӑн шульӑксем, икӗ ӑҫтиҫук, анчах пурнӑҫ ҫапла килсе тухрӗ те, манӑн малашне те вӗсемпе пӗрле кайма тивет, кӑмӑлӑм пулсан-пулмасан та, — мӗншӗнне ан та ыйтӑр: енчен эсир вӗсем ҫинчен каласа парсан, мана вӗсенчен хӑтараҫҫӗ — мана аван пулать вара; анчах тата тепӗр ҫын пур, — эсир ӑна пӗлместӗр, — вӑл пысӑк инкеке лекме пултарать. — Пирӗн ӑна Бризигеллӑрах ирӗке кӑларма тӑрӑшса пӑхмалла, ҫавӑнпа та вӑхӑта сая яма юрамасть. — «Камне калӑр, вара уҫатӑп», — терӗм эпӗ. — Алхасмастӑп эпӗ, — терӗ Женя, йӑлӑнса. Ҫамрӑк Чартков пысӑк шанчӑк паракан талантлӑ художник пулнӑ: вӑхӑтран вӑхӑта вӑл картинӑсене пурнӑҫа сӑнаса, лайӑх ӳкернӗ. Ҫӗнтерме ҫук япалана хирӗҫ тӑма та ҫук: тинӗс тӑрӑх ишсе ҫӳреме пирӗн хатӗрсем те начар, икӗ пин километра кӑшт-кашт ҫыхнӑ пӗренесемпе парус вырӑнне утиял сарса, мачта вырӑнне кашта тӑратса, ҫитменнине тата вӑйлӑ вӗрекен ҫиле хирӗҫ ишсе каҫасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Ун упӑшки! Кӑштах тӑрсан вӑл:— Мӗншӗн санӑн ҫеҫ ун пек пулмалла вара? — тесе ыйтрӗ. — Ҫынсене пурне те паянах мунча кӗртмелле, тумлантармалла, урисене тӑхӑнмаллисем памалла тата лайӑх апат ҫитермелле. — Арина Васильевна та сывах, мухтав турра. Офицере курсан, салтаксем вӑрҫма-ятлаҫма пӑрахрӗҫ. Вахмистр мана майор патне илсе кайрӗ. Фелим каҫхи апат хатӗрле-ха. Эсӗ Ҫемене резинкӑсем илсе килме хушса янӑччӗ-им? Сирӗнешкел юрӑҫсем аслӑ ҫул тӑрӑх ыйткаласа ҫӳренине нумай курнӑ эп! Астис майра-патша, ҫав-ҫавах-ха пӗтем ӳт-пӗвӗпе чӗтреме чарӑнаймасӑр, хыҫалалла карт туртса лартнӑ Элиав пуҫне. Хуҫи П-не илсе пӑрахнӑ та, кӑшкӑрнӑ: — Федор Тимофеич, килӗр кунта! Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ колхозсем йӗркелесси пирки ӑна-кӑна вулакаласа пӑхрӑм та, хамӑр мӗнле йӑнӑш тунине ӑнланса илтӗм: пирӗн колхоз-ҫке-ха, урӑхла каласан — артель, эпир авӑ тӳрех коммунӑна ҫул тытнӑ. Хуса кӑларнӑ Павка крыльцан юлашки пусми ҫине ларчӗ. Вӑл ӗнтӗ майпа киле тавӑрӑнса, ҫав тери тӑрӑшса ирхи куна каҫчен акцизнӑй инспектор патӗнче кухаркӑра ӗҫлекен амӑшне мӗн каласа парасси ҫинчен шухӑшларӗ. Паянхи кун мӗн пулни-иртнисем ҫинчен сӳтсе-явнӑ. — Вӗсем пире тытса хӗнесшӗн. Вӑл пӗр аллипе куҫне хупларӗ, тепӗр аллине Монтанелли ҫаплах чӑмӑртаса ларчӗ. — Ӑҫта-ха эппин вӑл? Ухмах эпӗ! Ансӑр окопа носилка кӗмерӗ. Тӳрех каламалла, ӗнер эпӗ сан ҫинчен Китай императорӗ ҫинчен шутланӑ пекех сахал шутлаттӑм, паян акӑ хам имение сан арӑмна сутас тесе санпа пӗрле пыратӑп тата арӑму ҫинчен те нимӗн те пӗлместӗп-ха. Упӑте мана пӗр аллипе ачана тытнӑ пек ыталаса тытса, тепӗр аллипе хӑйӗн ҫӑвар ӑшӗнчи питҫӑмарти ҫумӗнчи хутаҫран апат кӑлара-кӑлара ман ҫӑвара чике пуҫларӗ; эпӗ ҫак апата ҫимесен, мана чышкипе шап та шап тутарать. Турӑ канлӗх патӑр сана, пӗчӗкскерӗм… Фома ҫинчен ҫырнӑ заметка сулӑ ҫинче пулнӑ кутежран пуҫланнӑ, ӑна вуланӑ чух Фома хӑш-пӗр сӑмахсем хӑйне вӑрӑмтуна пек сӑха-сӑха илнине туя пуҫланӑ. Ӑҫтан кӑна тупӑнчӗ вӗсен вӑйӗ? Анчах Василий: вӑл пусӑрӑнать, тесе калать те, манӑн ӑна ӗненме тивет. — Геркулес вилнӗ пулсан та, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд, — Динго чӗрӗ-ха. Трилли ҫав хушӑра пӑравус кӑшкӑртнӑ пек ҫухӑрса тапкаланчӗ. Вӗсем тухсан, Том Беккие ҫапла каланӑ:— Итле-ха, пӗлетӗн-и, мӗн тӑватпӑр эпир? — Ирпе. Апла пулсан, мӗн те пулсан ыйтма. Тӗттӗм пулни шӑпах корветӑн планне пулӑшать. — Эсӗ ҫавна ҫеҫ ҫисе пурӑннӑ-и? Лапшинов карчӑкки хур амине урисенчен ярса тытнӑ. Хӑранӑ тата тӗлӗннӗ ҫынсен ушкӑнӗ икӗ еннелле сирӗлчӗ, вара салтаксем дворец пусми патӗнче тӑракан ҫынсен пӗчӗкҫӗ ушкӑнӗ ҫине ыткӑнчӗҫ. Пӗр ӑсӗ амӑш ҫуратнӑ чухнехи, тепри — вӗренсе илни, виҫҫӗмӗшӗ — лайӑх пурнӑҫран килекенни. «Ҫынах-ши?» — тенине Алексей хӑй те лайӑхах илтрӗ-ҫке? Мӗн эп, сутӑҫсем ҫуратса ӳстертӗм-им?.. — Илья — ӑҫта? Ӑна эпӗ урӑх чарса та тӑмарӑм, ҫак сивӗ ҫуртра, тӗпелте те юр ирӗлмен ҫӗрте, туллиех ҫуса тасатман савӑт-сӑпа та консерва банкисем йӑвалакан кухньӑллӑ хваттерте эпир хамӑр кӑна тӑрса юлтӑмӑр. Аллисемпе, хулпуҫҫисемпе, хӑшпӗр ҫӗрте чышкисемпе те ӗҫлесе, ҫынсен хулпуҫҫийӗсем ҫине хӑпарса кайса, ҫӳлти саксенчен уртӑнса, Павел, хӑйне темӗн пек вӑрҫнине пӑхмасӑрах, вагон варрине ҫитрӗ. Тӗплӗн сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫӗр ӑшӗнчи температура кашни ҫӗр фут аялалла аннӑҫемӗн пӗр градус хӑпарать. Хальхинче вӑл пӗчченехчӗ. Пачах пӗччен тӑрса юлнӑ ҫылӑхлӑ мӗскӗн ҫынна упра, йӗри-тавра усалсем кӑна. Ҫулҫӑ тӑкӑннӑ сасса итленӗ май Андрей чунне хуйхӑ пуссах пырать, унӑн ӑшӗ вӑркать. Пӗр ҫӗре пырса тӑрӑнсанах вӑл шӑтса юхать. Вӑл питӗ хӑвӑрт та хӑватлан кӗрленӗ, такам чул куписене тустарнӑ пек е юман пичке тӗпне чышкӑпа тӳнккенӗ пек илтӗннӗ. Ҫӗр каллех чӗтресе, кӗрлесе йынӑшса илчӗ. Митман обер-лейтенант, хӑй чирлӗ иккенне туйнӑ пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ экспедици ӑнӑҫлӑ пуласса шансах тӑнӑ, уншӑн пулсан, ку ӗҫ ним тӗшне те тӑман. Лупас айӗ умӗнче кӗрнекли, пӳрнисене сурчӑкпа йӗпетсе, вӑрахчен укҫа шутларӗ, калаҫса татӑлнӑ хакран ытларах вун пилӗк тенкӗ хурса пачӗ, ним тума аптранӑ пек тӑракан Яков Лукичӑн аллине чӑмӑртаса, куҫ хӗсрӗ: — Тен, килӗшсе татӑлнӑ ятпа пулштух ҫапса уҫӑпӑр, Яков Лукич? Вӑл пирӗн ҫурта килсе кӗнӗренпех ассӑн сывлама та йӗме чарӑнмарӗ; ҫакӑ, вӑл малашне мӗн пуласса калама пултарнине ӗненекенсен шучӗпе, пирӗн килте темле инкек пулассине пӗлтерет имӗш. — Кам шутлать мана пӗлекен ҫын тесе? Панталеоне ура ҫине тӑчӗ, сехет ҫине пӑхса илчӗ, хӑйӗн кокне тӳрлетрӗ те панталон айӗнчен усӑнса тӑракан ҫыххине пушмак ӑшне васкавлӑн чиксе хучӗ. Пӳлӗме ҫамрӑк подпоручик кӗрсе тӑчӗ, вӑл унчченхи пекех именчӗк. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхса:— Эй, Петро! — тесе кӑшкӑрчӗ те оборона патнелле ыткӑнчӗ. Каярахпа вӑл кӳршӗри килкартишне куҫларӗ те, хӑйне хӑй: «Паян эпӗ Иван Никифорович патӗнче пулаймарӑм-ҫке. Каям-ха ун патне», терӗ. Каллех алчӑраса тӑчӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ. Тӗлӗнмелле! Унсӑрӑн пирӗн санпа калаҫни шурӑ вӑкӑр ҫинчен калакан юмахри майлах пулса тухать: «Эпир санпа пӗрле пытӑмӑр-и?» Эпӗ памарӑм, ҫапла нимӗн те тухмарӗ. Эпӗ ҫав ҫулпа утрӑм… Ӑнланатӑн-и, эпӗ, эпӗ, эпӗ, эпӗ, эпӗ!.. — ал лаппийӗпе пӗтӗм вӑйранах темиҫе хут ҫапа-ҫапа илчӗ Шульгович хӑйне кӑкӑрӗнчен. — Еркӗн тупса паракан, ирсӗр, — терӗ те ӑна хирӗҫ Яков, пӳлӗм алӑкӗ умне пырса, шалта салтакла ҫирӗппӗн утнине, ҫар ҫыннин палланӑ сассине итлесе чарӑнса тӑчӗ: — Ҫапла ӗнтӗ, шухӑшласа илес пулать, — ҫапла-и, ҫапла мар-и? Патшасем корона тӑхӑнса ҫӳренӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл мана тӑватӑ ҫӗр те хӗрӗх тӑватӑ пысӑк ылтӑн укҫа тата хӗрлӗ алмаз парнелесе пачӗ. Вӑл алмаза эпӗ Англире пин те ҫӗр фунта сутрӑм. Пуринчен ытла ҫакна асту: «Пурӑнӑҫ пире савӑнма чармасть!» — Христофор атте, тӑрӑр, кайма вӑхӑт ҫитнӗ! — пӑлханса калаҫма тытӑнчӗ вӑл. Амӑшӗ судьясем ҫине пӑхрӗ, вӗсем Павела та, Федьӑна та ҫилленмерӗҫ, вӗсене сӑмахсемпе кӳрентермерӗҫ, анчах ыйтнисем пӗтӗмпех хӑйсемшӗн кирлӗ мар пек, вӗсем кахалланса ыйтнӑ пек, хирӗҫ тавӑрса каланине аран-аран илтнӗ пек, пурне те малтанах пӗлсе тӑнӑ пек, нимӗнех те пӗлесшӗн пулман пек туйӑнчӗ. Ҫартан таврӑнсан, заводра пӗрремӗш ҫул ӗҫленӗ чух Давыдов пӗррехинче ҫапах та мунчана кайма хӑюлӑх ҫитерчӗ. Ыйтать хайхи ку салтаксенчен: «Мӗнле, боец юлташсем, апат ҫитет-и?» тет. — Эпӗ те, Джим. — Ан шӳтле! — терӗ вӑл хыттӑнрах. — Эпӗ хамӑн сыснана ун пахчинче кӗтме шутламастӑп, эпӗ ун пек тӑвасшӑн та мар, — ан шухӑшла! Сасартӑк ҫур ҫӗр тӗлӗнче, пӗр вуникӗ сехетре, аякра вӑрӑммӑн та хаяррӑн улани, ун ҫумне ҫинҫен ҫухӑрни хутшӑнса янӑраса кайрӗ. Люба ним чӗнмесӗр чей пӗҫернӗ, Фома, ун ҫине пӑхса, Медынская ҫинчен шухӑшласа ларнӑ. Лось пуҫӗ ҫинчи шлем пуля лекнипе сирпӗнсе ӳкрӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр хурлӑх, хӑрушӑ сехӗрленӳ, тӑрлавсӑрлӑхпа тарӑн, айӑплӑ шеллӳ тӑкӑлса тӑвӑлчӗ офицер чӗрине, ӑна ыраттармаллах хӗссе лартрӗ, тӑкӑсласа хучӗ. Рабочисене Майӑн Пӗрремӗшне уявлама чӗнекен листоксене кашни каҫ тенӗ пекех хӳмесем ҫине ҫыпӑҫтараҫҫӗ, вӗсем полици правленин алӑкӗ ҫинче те курӑнчӗҫ, вӗсене кашни кунах фабрикӑра тупаҫҫӗ. Кунпа пурте килӗшрӗҫ. Ӑнланса пӗтермелле мар ытарайманлӑхпа пӑлханса сӑнать вӑл кукӑртан ҫил евӗр вирхӗнсе тухса, станци патне пӗтӗм хӑвачӗпе вӗҫтерсе килекен вӗр-ҫӗнӗ, пурӗ те пилӗк вакунлӑ ялтӑркка пуйӑса, унӑн хӑй умӗнчи рельсӑсем сивӗ ҫутӑ пӑнчӑсем пӑрахакан вутлӑ куҫӗсем мӗнле хӑвӑрт ӳссе пынине тата вӗсем еплерех хӑватлӑн ҫунма пуҫланине, ҫавскер, станцӑра чарӑнмасӑрах иртсе кайма хатӗр пеклӗн курӑнать пулин те, чӑшӑлтатса та кӗмсӗртетсе, мӗнлерех час чарӑнма пултарнине — «ыткӑнса пырса, ту хысакне ҫатӑрласа тытнӑ улӑп пекех», — шухӑшлать Ромашов. Стариксем мана ҫапла каларӗҫ: сансӑр пуҫне хӑйсен куҫне те ан курӑн, эпир хамӑрӑн утта харампырсене парнелеме шутламастпӑр! — терӗҫ. — Пӑшал, пиччеҫӗм! — тавҫӑрать Бондаренко. Кассий Кольхаун ӗнтӗ хӑй кӗвӗҫсе шутланисем пирки иккӗленме те хатӗр пулнӑ. Ҫаксенчен пӗри, хайхискер, — хӑшӗ иккенне ӑнланса илме йывӑр. — Лод-Звон е Солуха, ултавпа усӑ курма хӑтланнӑ: «Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, икӗ хута тытнӑ та пӗрле ҫыпӑҫтарса хунӑ, ҫапла вара пӗр енче тӗкел те тепӗр енче хӑрах пулса тӑнӑ. — Асту, арӑм пирки каласа ан пар тата эсӗ ӑна, каласан-тусан мана мӑнастирех лектеретӗн вара! — Петр Иваныч! Вӗсем ҫак хӗҫпӑшаллӑ ҫынсене кунта мӗн кирлӗ-ши тесе ыйтаҫҫӗ пулӗ теме пулать. Анчах, фургонран тухакан хӗрарӑмсене курсан, вӗсем хыпаланса ӳкрӗҫ, вара шлепкисене илсе ҫамрӑк хӗрарӑмсем еннелле уттарчӗҫ. — Эсир хӑҫан ун ҫинчен юлашки хут илтнӗ? — Калатӑп-ҫке сире, пӗлместӗп, тетӗп, — сасартӑк темле айванларах та йӑваш тӗлӗнӳпе тавӑрчӗ Шурочка. — Хӗрарӑма ӑна хӗртсе ҫитерме пӗлес пулать, — тесе вӗрентет вӑл Сергейпе Максима, вӗсем ӑна тӑнласа итлесе лараҫҫӗ те, пит-ҫӑмартисене мӑкӑртса яраҫҫӗ, хӗрелсе каяҫҫӗ. Пӑван хулпуҫҫийӗсене сиктеркелерӗ те, татса илнӗ чечек ҫулҫине ҫыртрӗ. Ҫавӑн пек юратӑва вутта пӑрахса ҫунтарнӑ пек пулса тухрӗ. Чӗреме урама кӑларса пӑрахрӑм!.. Эсӗ обозпа халтӑртаттарса пынӑ вӑхӑтра эпир кунта акӑ пӗтӗм ӗҫе майлаштарма ӗлкӗртӗмӗр. Кашни урапи ҫинчех пӗрер, нумай пулсан та — икшер, тӑлӑпӗсене йӳле янӑ мужик ларса пырать. — Юрӗ, ӗҫӗр-ха ҫакна, вара сире никам та чӑрмантармӗ. Сучок пирӗн ҫине ҫамрӑклах улпут патӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ ҫын пек пӑхса хутран-ситрен: «Ав, ав, татах тепӗр кӑвакал!» тесе кӑшкӑрса, вӗҫӗмсӗрех ҫурӑмне — алӑпа мар, хулпуҫҫийӗсене вылятнипе — хыҫаласа пырать. Ахӑрнех ҫакӑнта палатка сарнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тӑррине тумалли пӗренесем те кунтах кӗтесленсе выртатчӗҫ, чуллӑ сӑрт ҫине тӗрентернӗ тӑваткӗтеслӗх иккен, ҫиелтен ӑна витнӗ пулмалла. Ежов, ӑссӑрлӑхпа ҫӗкленсе кайнӑ ҫын пекех, пӳлӗм тӑрӑх ӑшталанса ҫӳренӗ, унӑн ури айне пулнӑ хутсем чӑштӑртатнӑ, ҫурӑлнӑ, таткаланса вӗҫнӗ. Лозневой батальонне танксем пит хытӑ атакӑланӑ вӑхӑтра полк командирӗ Волошин майор чӗрепе аптӑраса ӳкнӗ. Санитар урапи ҫине ларсанах, вӑл хӑйӗн штабне приказ панӑ — халех пуҫтарӑнмалла та вӑрманалла каймалла. Темиҫе минутран радистсен повозки патне Бородин пырса тӑнӑ. Вӑл та Вазуза леш енчех пулнӑ иккен. Социализм хыҫҫӑн мӗн пулать пирӗн? Пирӗнте — кӗл. — Хам ҫинчен эпӗ турра ҫеҫ калӑп — вӑл ман ӗҫ… Пулемётсем хыҫҫӑн винтовкӑсем те ӗҫе кайрӗҫ. Маша юнашар кӗрсе выртрӗ те упӑшкине тӗсет. Унӑн тӗп пайӗ — пысӑк, лайӑх сӑтӑрса якатнӑ шалалла авӑнса кӗрекен тӗкӗр. Анчах кун пек вӗрентнӗшӗн ӑна ҫийӗнчех пуҫран йывӑр япалапа ҫапрӗҫ, вара ун куҫӗсем йӑлтах хуралса ларчӗҫ. Прери ҫулӗ ҫемҫе, ӑна чупма лайӑх пулӗ… Ҫӗр варрине кайма ҫула тухнӑ ҫын ытлашши рейхсталер укҫа тухса кайнишӗн питех шухӑшласах тӑмасть вӗт. Чулхулара мана буфетчик рашчут пачӗ: эпӗ сакӑр тенке яхӑн илтӗм — хам ӗҫлесе тупнӑ пирвайхи пысӑк укҫана илтӗм. Упранса юлмалла пултӑр тесе, ҫырӑва сӑран татӑккипе чӑркаса, йытӑн мӑйкӑҫӗ хушшине чиксе хутӑм, мӑйкӑҫне те хам ҫавӑнтах чӗнтен касса турӑм. Егорушка шӗлепкине хыврӗ, нимӗн те чӗнмерӗ, анчах ҫӑварӗнчи пӑтӑ тутине ҫавӑнтах туйми пулса ларчӗ, тата Пантелейна Вася хӑй хутне мӗнле кӗни те ун хӑлхине кӗмерӗ ӗнтӗ. Халатне вӑл хулпуҫҫи ҫине плащ-палатка пек уртса янӑ. Юрӗ, халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Монтанелли ҫинчен каласа парӑп. Анчах та ку тӗлте унӑн куҫлӑхпа авӑрланнӑ куҫӗсем штурвал кустӑрми ҫинче ҫапла ҫырнине вуларӗҫ: «Дункан» Глазго. Мана курсанах, вӑл чарӑнса тӑчӗ. Манӑн сӑн-пит улшӑнса кайни ӑна хӑратрӗ пулас; вӑл эпӗ мӗн пирки ҫавӑн пек васкаса пырса кӗни ҫинчен пит те тӑрӑшса ыйтса пӗлчӗ. Эсӗ, Антоныч; пӗр тӑрук нумай япала илсе ан кил, сахалтарах та час-часрах илсе килсен авантарах пулать, атту тата вут килсе тӗкӗҫ сана. Урамра ӗнтӗ юр ирӗлет, ҫурхи шывсем шӑнкӑртатаҫҫӗ; ҫавӑнпа пӗрлех, хӗлле час-часах чирлекеленипе уҫӑ сывлӑша тухмӑсӑр, текех пӳлӗмсенче ларнӑ ачан сывлӑхӗ те юсансах пырать. Юратуллӑ йӑпанӑвӑн ачаш сехечӗсенче те пулин тумӗпе таччӑн хупӑрласа тытнӑ вӑл урисене. Эпӗ ӑна мӗн-мӗн тумаллине ҫырса хӑварнӑ хута пысӑк чӳрече патӗнчи сӗтел ещӗкӗнче тупӑр, опиум тепӗр пӳлӗмре, ҫӳлӗк ҫинче. Анчах король хӑраса ӳкмерӗ, ҫапла каларӗ вӑл: — Енчен джентльменсем хӑйсене пӑрахут ҫине лартнӑшӑн тата пӑрахут ҫинчен антарса кимӗпе ҫырана кӑларса хӑварнӑшӑн кашни миля пуҫне пӗрер доллар тӳлеме пултараҫҫӗ пулсан, мӗншӗн-ха вӗсен ҫавсене кирлӗ ҫӗре илсе ҫитерес мар, ҫапла-и? Ирхине хӗвел тухсан, вӑрман хӗрринче — пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех хӗҫпӑшалланнӑ сакӑр батальонӑн ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑракан салтакӗсене, тӳрем сӑртлӑхра — ултӑ тупӑллӑ батарея, туллиех етре тултарнӑ ещӗксене, башньӑра — пӑшалсем, мушкетонсем, пистолетсем авӑрлакан вунтӑхӑр ҫынна тата виҫӗ сӑпкара ҫывӑракан виҫӗ ачана ҫутатрӗ. Кур-ха, авӑ, пуҫу ҫине санӑн тӑм ӳке пуҫланӑ ӗнтӗ. Адьютант столовӑя хӑвӑрттӑн кӗчӗ, вӑл, нумай-нумай полкра пуҫласа янӑ йӑла тӑрӑх, ялан командирӗ патӗнче апатланать. Картӑ сарса хунӑ хушӑра вӑл темиҫе хутчен те пуҫне ҫӗклесе Озеров ҫине пӑхкаларӗ, унтан, сиввӗнтерех пӑхса, хӑйне тем килӗшмен пек, мӑйӑхне чӗтреткелесе илчӗ. Луиза вара кирлӗ ҫыншӑн пурне те, хӑйӗн пурнӑҫне те пама хатӗр пулса, ун вырӑнӗ умне канӑҫлӑн пырса ларнӑ. Эсир уя пахчасем патне кайӑр. Аялтан, ҫак ҫынсем пухӑннӑ ҫӗртен, пирӗн пата шавлани, кулни тата чупкалани илтӗнчӗ, анчах пире ирхи уроксем пӗтмесӗр вӗсен ушкӑнне хутшӑнма юрамасть. — Вӑл ман хӗрачапа вылять ҫеҫ. Халь сулӑ юхӑмпа кӑна ҫыран хӗрринелле пынӑ, анчах унӑн хусканӑвӗпе те текех усӑ курма май килмен. Ман пирки унӑн пит-куҫа хӗретме тивмест тет. Ҫырӑвӗнче: Том Айртона, пӗрремӗш класлӑ матроса, виҫӗ мачтӑллӑ «Британи» карап ҫине боцман вырӑнне илнӗ, — тесе каланӑ. Эпӗ сӑн-питӗм илемсӗррине пӗлсе ҫитрӗм ҫеҫ мар, ун пек чухне усӑ куракан йӑпанусемпе те хама лӑплантарма пултараймарӑм. Ывӑлӗ ӑнланчӗ, ун ҫине пӑхса пуҫӗпе сулчӗ те савӑнӑҫлӑн, куҫпа кулса:— Ку — аван! — терӗ. Унтанпа темиҫе кун ҫеҫ иртрӗ, халь ӗнтӗ вӑл экспедици членӗсемпе тата карап ҫинче ӗҫлекенсемпе пӗр сӗтел хушшинех ларса ҫие пуҫларӗ. — Эпир паян театрта пулман пулсан, ҫаксем ман пуҫа килсе кӗрес ҫукчӗ». Эпӗ ӑна аяккалла чӗнсе илтӗм те хам Иван Игнатьичпа калаҫни ҫинчен пӗлтертӗм. Унтан темле чечексен тутлӑ та ҫирӗп шӑрши кӗретчӗ, лаша тарӗн шӑрши унпа темле хутшӑнса тӑратчӗ. — Тискер кайӑксем пурӑнакан вырӑн? Тинӗс яланах лӑпкӑ тӑчӗ, анчах, вӑйсӑр ҫил шхуна парӑсӗсене аран-аран ҫеҫ вӗрсе карӑнтарнипе, «Пилигрим» хӗвелтухӑҫнелле пачах куҫмарӗ темелле. Чакнӑ чух условисем йывӑр пулсан… — вӑл куҫхаршийӗсене выляткаласа тепӗр аттине тытрӗ… — ҫав териех йывӑр пулсан, эп сире ҫак каҫӑ тӗлне чакса килме хушмастӑп. Кунта вырӑнӗ те уҫӑ, шывӗ те тарӑн. Вӑрманпа чаксан авантарах пулӗ. Ҫак каҫӑран чылай тӑварах кайса, шыв хӗррине тухма пулать. Паян эпӗ ҫынсенчен ыйтса пӗлтӗм: унта каҫма лайӑх, ӑшӑх вырӑнсем пур, тет. — Вӑл аттине тӑхӑнчӗ те мӑйӑхне пӗтӗрсе тӳрлетрӗ. — Картӑ парӑр-ха… Лена!.. Ҫак вӑхӑтра барометр ҫичҫӗр ҫирӗм тӑхӑр миллиметр таранччен анса ларчӗ. Усал ҫынсенчен калама ҫук йӗрӗнет — хӑйӗн ятне пӑсассинчен хӑрать; анчах та хаваслӑ чухне вара, философие германецсен шухӑшӗсен тӗтреллӗ нимӗҫӗ, тепӗр чухне тата пачах та кирлӗ мар япала вырӑнне хурса усал сӑмахсемпе питлет пулин те, хӑйне Эпикура хисеплекен ҫын вырӑнне хурать. — Эсир хӑвӑра валли к-калама ҫук лайӑх вырӑн суйласа илнӗ, — терӗ вӑл хӳме пек ӳсекен чечексем ҫине пӑхса. — Ҫавӑн пирки куҫҫуль тӑкрӑн пулать-им-ха эсӗ? Акӑ вӑл шывран тухрӗ те, витрине икӗ аллипе те тытса, кӗпине антарма манса, лавсем патнелле чупрӗ. Анчах пӗр-икӗ эрне иртрӗ те, сунарҫӑран хӑрани Якова каллех йӑсӑрланакан тӗтӗм пек ҫупӑрласа илчӗ. — «Эсӗ мӗн, улпутӑм, хӑвӑн вотчинунта пурӑнатӑн-и?» Ху айӑплӑ!.. Эрнекунӗ хуравларӗҫ, Ыррине ним каламарӗҫ. Шӑматкунӗ, хурланса, Вилес терӗм ҫакӑнса. Тигр та ҫак шупка хӗрлӗн ҫуталакан ачасене, тин ҫеҫ пурӑнма пуҫланӑ пӗчӗкҫӗ чунсене, вилӗм ытамӗнче курсан, макӑрса ярассӑн туйӑнать. Ҫынсемшӗн кӑшт кӑна хӑрушӑ пулнӑ пулсанах, хамӑр правительство пире Уйӑх ҫине ямӗччӗ! Тая унпа каҫӗ-каҫӗпе ларса ирттернӗ кунсем те пулнӑ. Вара тепле пӗррехинче граф вӑрмана сунара каять, уҫӑлса ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран ҫеҫ пӗр шӑтӑкра хӑйӗн арӑмӗпе ачине тупать, вӗсем унта ту качаки сӗчӗпе тӑранса пурӑннӑ иккен. — Эсир тинӗс чирӗпе асапланатӑр-и? — Хӑвӑрт ыйтрӗ Джемма пӗррехинче ашшӗ вӗсене, Артурпа иккӗшне, тинӗсе уҫӑлма илсе кайсан, Артур хумханакан тинӗс сиктернипе асапланнине аса илсе. Сӑрланӑ урайӑн пӗр кӗтессинче кантӑр вӑрри тытса усраҫҫӗ. Чупса ҫитрӗҫ. Марко Ивановӑнне — Бухарестран илсе килнӗ пысӑк куҫ кӗски те «асап куракансене» ушкӑнпа ӳкернӗ портрет, хӗрарӑм мӑнастирӗнчен — мамӑк минтерсем, шкултан — Австрали карттипе глобус, чиркӳрен вара — пӗчӗк люстра илсе килтерчӗҫ, ҫав люстрӑпа ҫак «пӗтӗм тӗнчери» выставкӑна ҫутатмалла пулать ӗнтӗ. — Тӑхта, шухӑшласа пӑхам. Анчах Гусев ӑҫталла кӑна пӑхмарӗ-ши — хӗрлӗ ҫӑлтӑр ниҫта та курӑнмасть. Унччен пӗр минут малтан вӑл рабочисен ушкӑнӗнче Носкова курчӗ, сунарҫӑ унӑн тӗлӗпе юнашарах, уксах Васька кочегарпа пӗрле иртсе кайрӗ. — Мери Джейн мисс ҫапла каларӗ. Тӗрӗсех калать Джим; вӑл ялан тенӗ пекех тӗрӗс шухӑшлать, пуҫӗ унӑн вӑйлӑ ӗҫлет — ытти негрсемпе танлаштарсан, паллах. Юлашкинчен вӑрман касас ӗҫ пачах чарӑнчӗ; вӑрманӗ ҫеҫ ҫынсен халсӑрлӑхӗнчен кулнӑ пек шавласа ларать. Ваҫили Андрейч йывӑррӑн сывлакан тарласа кайнӑ лашине тӑратнӑ. Анчах ҫав май пире миҫе тӗрлӗ хӑрушлӑха пӑрахман-ши. — Мӗн куртӑн-ха, чипер пепкеҫӗм? — ыйтрӗ амӑшӗ тунсӑхлӑ, иккӗленчӗклӗ сасӑпа. — Килӗшрӗ, пырать. Чӑн-чӑн пони ыйтать — акӑ сана пони. Сасӑлама е судья пулма пултарайманнинче мар хӗрарӑмӑн правасӑрлӑхӗ — ку ӗҫсемпе ӗҫлеме права кирлех те мар — хӗрарӑмӑн правасӑрлӑхӗ — арлӑх хутшӑнӑвӗнче: кунта вӑл арҫынпа пӗр тан пулма пултараймасть, арҫынна хӑйне кирлӗ пек тыткалаймасть, хӑйне кирлӗ арҫынна та суйламасть, ӑна хӑйне суйлаҫҫӗ. Ҫак пӳлӗм — ман ҫуртӑн авалхи пӳлӗмӗ: тахҫан авал господасем кунта мужиксене хупса лартатчӗҫ; халӗ кунта мужиксем господасене хупса лартаҫҫӗ. Эсӗ тата, Яков Лукич, халӑха ҫавӑн пек ӗҫсене хутшӑнма ахалех хӗтӗртетӗн… Джон Мангльс картта илчӗ те ҫак вырӑнсенче хуҫа пулса иртӗхекен юхӑмсене Мэри Гранта кӑтартрӗ, вӗсем кирек хӑҫан та ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр еннелле юхни ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ ҫак ӗҫӗн меслечӗсене вӗренсе пынӑ май, пекарь сахалтан сахал ӗҫлеме пуҫларӗ, вӑл манран тӗлӗнсе манпа ачашшӑн калаҫса «вӗрентет»: — Эсӗ ӗҫлес енчен пултаруллӑ ҫын, пӗр-икӗ ҫултан — пекарь пулатӑн. — Мана куна упӑшка туянтарнӑ, — чунӗ ҫулти патшалӑхра пултӑрах унӑн! — Персех пӑрахмаллаччӗ сана, йӗксӗке! — Ну, ку сан ӗҫ мар, анкӑ-минкӗ! — шӑртланса кайрӗ Яков Лукич. — Тухап-ха… кӑштах ӑсататӑп, — тавӑрчӗ Олеся. — Кунта, капитан! — тавӑрчӗ боцман, ура ҫине ҫӗкленсе. Хӗр мана тав турӗ, кӑшт ҫеҫ йӑл кулчӗ, унӑн сахарлӑ тутисем кӑштах хускалмарӗҫ, вара тухса кайрӗ. Пирӗн кантура кашниех лекеймест. Пӗр-пӗрне пӗлме пуҫланӑранпа эсӗ мана асапран пуҫне нимӗн те кӑтартмарӑн… Врач аллисене шӑлкаларӗ, кабинӑна сӑнаса пӑхрӗ, вара Мересьева хырӑмран лӑпкаса илчӗ те: — Пит аван, калама та ҫук! Хыҫалта пыракан Алексей шыва чӑмрӗ те, пиччӗшне туртса кӑларса, ура ҫине тӑратрӗ, вӗсем иккӗшӗ те, йӗп-йӗпе пулса пылчӑкпа вараланса пӗтнӗскерсем, шыв хӗррине тухсан, Алексей тӳрех хула ҫыннисем патнелле утрӗ, вара лешсем ун умӗнче ик еннелле сирӗлсе тӑчӗҫ. Малтан Яша пӗр сӑмахне те ӑнланса илеймерӗ, алла пулин те инҫетрен илтӗнсе килекен сасса пӳлсе, яланхи пек кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫапла, ҫапла, Ольховка! Вӑл хыҫалалла тайӑлчӗ, тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне майлама тесе, пуҫне, аллине ҫӗклерӗ, вара тин килнӗ ҫынна курчӗ. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче. «Эпӗ ӗҫтеретӗп сире, пансем-тӑвансем!» терӗ Бульба: «Эсир мана атаман туни тем пек пысӑк чыс пулсан та, уншӑн мар, хамӑр юлташсемпе сывпуллашнӑ ятпа мар ӗҫтеретӗп сире: тепӗр чухне уншӑн та, куншӑн та ӗҫме пулатчӗ, халӗ пирӗн умра ун пек минут мар. — Мӗнле ҫав самантрах путманнинчен питех те тӗлӗнмелле. Ун пек чухне пиччерен нумай чӑтӑмлӑрах ҫын та ҫилленсе кайӗччӗ, мӗншӗн тесен капла пулни карап гавӑне кӗнӗ-кӗменех ҫӗмӗрӗлнӗ пек туйӑнмалла. Эсир чухӑнсене государствӑран пулӑшса тӑрасшӑн, эпӗ пачах чухӑнлӑх ан пултӑр, тетӗп. — Ӑҫта пӗчӗк флакон? — Унччен чӑтмалла пулать ывӑлӑм. Том вара ҫапла каларӗ:— Ҫук, мӑнакка, питех кӗрес килмерӗ. Яра кунӑм та ҫаплах иртрӗ. — Полицие хӑҫан? — тӗксӗммӗн ыйтнӑ Фома. Ҫав вӑхӑтрах хӑй пулас ответран шикленсе кайнӑ. Мана пӗчӗк кайӑксене тытма пӑртак шел пек туйӑнать, вӗсене решеткесем ӑшне хупма намӑс пек, мана вӗсене пӑхса савӑнасси ытларах кӑмӑла каять, анчах ухуташӑн ҫунни тата укҫа тупас килни хӗрхенессине ҫӗнтерсе илет. Ҫак самантрах Африкӑри ҫулҫӳревҫӗсем питех те палланӑ сасӑ — ухӑ шӑхӑрса вӗҫни — илтӗнсе кайрӗ. Тепӗр чух вӗсен хӑнасем йышӑнакан пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑ пулать; манӑн ҫав пӳлӗме, ун урлӑ тата тепӗр пӳлӗмне кӗрсе пӑхас килет. — Паян манӑн хӑш-пӗр ӗҫсем пур, — терӗ вӑл, — анчах эп ҫакӑнтан сывӑ тухсанах сана савӑнтарӑп! Ӑнсӑртран кӑна ҫаврӑнчӗ те вӑл, Радӑна курах кайрӗ… Ситанов пуш пичкене ҫапса янтаратнӑ пек юрласа чӗнет: — Ту-урра мухтӑр… Амӑшне ку пӗртте тивмерӗ. Шӑтӑкран виле шӑрши тата пӑнтӑхнӑ шӑршӑ кӗрет. Мӗн пулӗ ӗнтӗ? — Пӗлетӗп Ежова, — сӳпӗлтӗк! — Проводник Корчагина пӗччен хӑварас мар тесе, ӑна та хӑй хыҫҫӑнах ертсе кайрӗ. Тепӗр юхӑм ярса илес пулсан, вӑл ишсе те ҫитнӗ пулӗччӗ-и тен, анчах мӗнле вӑй хучӗ пулин те вӑл малалла аран-аран шӑвать. Карап, шыв сӑрхӑнтара пуҫланӑскер, пысӑк хумсем хускалсан, ҫӑмӑллӑнах шывпа тулса ларма пултарать. Вилсе манӑҫа тухнӑ, анчах чун-чӗрешӗн хаклӑ иртнӗ кун-ҫулсем яланах е масар ҫинчен, е ыйхӑсӑр каҫсен чӗмсӗр тӗттӗмлӗхӗнчен лайӑх курӑнаҫҫӗ вӗт. Дик Сэндпа американец ушкӑн пуҫӗнче малта пычӗҫ, никам та вӗсен калаҫӑвне хутшӑнмарӗ. Килте, кӑмака ҫумӗнче ӑшӑннӑ хушӑра, вӗсем тырӑ пӗтни ҫинчен калаҫса хуйхӑрса ларчӗҫ. Анчах мӗн тӑвас-ха? Ҫӑрттанӑн урисем чӗтреме пуҫларӗҫ, вӑл вара вӑйран кайса, хӑйне вырӑн панӑ Дубцовпа юнашар ларчӗ те, ним тума аптраса:— Ман пурнӑҫа мӗншӗн татма шутлать вара вӑл? — тесе ыйтрӗ. Каса-дель-Корвӑра ӗлӗкхи хуҫи чухне ҫавӑн пек пулнӑ. — Мана хама Рига, Вильнюс, Львов, Ленинград хулисем пуринчен те ытларах килӗшеҫҫӗ. — Апла, Троекуров аллине кайма кӑмӑл тумастӑр эсир? Нихҫан та никама та хам ҫинчен каламан эп… мӗншӗн тесен, никам та манра интерес курман. Карап ҫинче хӗрлӗ ҫутӑ ялтӑртатса илчӗ, тупӑран юлашки хут пенӗ сасӑ пӗтӗм утрав тӑрӑх хыттӑн кӗрлесе кайрӗ. — Ҫакӑ юри ҫапла тумланнӑ индеец пулма пултарать-и? — тесе каллех ыйтнӑ унтан майор. Чӑнах та ӗнтӗ, кӳренмелле мар-им? — Хатӗрленӗр!.. На прицел! Вӑл кӗпе арки вӗҫӗпе шӑлӑнса типӗнчӗ, питӗ ӗҫлӗ ҫын евӗр пулса тӑчӗ, вара хӑрах ури ҫинче сикме тытӑнчӗ. Ме-ха, Ленинград пирусне туртса пӑх… Пуҫламӑш — пуҫра мар, чӗрере! Вӑл майӗпен калаҫать. Пилӗк минутран ӗнтӗ ӑна вӑрттӑн шухӑш ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — хӗрарӑмсем ахаль чухне ҫавна ҫынна пӗлтерме юратмаҫҫӗ. Джим килӗшесшӗнех пулмарӗ, ун чухлӗ ҫырма ҫулталӑк кирлӗ, пӗрене ҫине пӑтапа чӗркелесси ҫӑмӑл мар терӗ, ҫитменнине тата, вӑл саспалли ҫырма та пӗлмест-ҫке, анчах Том ӑна малтан саспаллисене хамах ҫырса хуратӑп, эсӗ кайран тепӗр хут йӗрлесе ҫеҫ тухатӑн терӗ. Вара, малалла мӗн? — Татаринов, Татаринов… — асне иле пуҫларӗ секретарь. Эпӗ унран: сирӗн ҫӗршывра пулман япала ҫинчен каласа парас йӑла пур-и вара? тесе ыйтрӑм. Фома, темӗнле, хӑйӗн юлташне сасартӑк шеллесе кайнӑ, ҫавӑнпа вӑл ун ҫине ҫилленме те пӗлмен. Куҫусем ҫавӑн пек сан: лӑпкӑ, хурарах пек, анчах вӗсенче ҫутӑ, йӑлтах курӑнать… Тӗрӗссипе, пуринчен ытларах, унтан мар, пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫын пӗр пысӑк ҫара хирӗҫ мӗнле майпа ҫавӑн чухлӗ тытӑнса тӑнинчен тӗлӗнмелле. Ҫак енчен илсе пӑхсан, вунтӑхӑр ҫын тӑватӑ пине хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫни ҫакӑн пек кӗске пулнӑ тесе ниепле те калама май ҫук. Часах ӗнтӗ… Щукаре Любишкин аллинчи ҫӑпала ҫӗҫӗ пекех курӑнса кайнӑ та, вӑл вара ури вӑйӗ ҫитнӗ таран, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вырӑнтан тапса сикнӗ… Унтан эпир ӑна кравать ури ҫине сӑнчӑра тӑхӑнтартма пулӑшрӑмӑр та хамӑр та кайса ҫывӑрма шутларӑмӑр. Офицерсем ӑна аристократ тесе шутларӗҫ, ҫавӑнпа та хӑйсене хӑйсем ун умӗнче чыслӑн тыткаларӗҫ. Крамер лӑпланса ҫитсен, Павел шӑппӑнтарах, анчах ҫирӗппӗн каларӗ:— Эсӗ калани тӗрӗс, анчах эпӗ будённовецсем патне куҫатӑп-куҫатӑпах, курсах тӑр, — терӗ. Унтан хӑйпе калаҫакан ҫынна, — лешӗ ҫӑмӑллӑнах темле усал ӗҫ тума та хатӗр пулсан, — ӳкӗтлет, йӑлӑнать, чикӗ леш енчен «хамӑрӑннисем» килсен тавӑрассипе хӑратать, юлашкинчен, ҫапах та, мӗн кирлине тӑватех: хӑйпе калаҫнӑ ҫын «союза» кӗме килӗшнине пӗлсе тухса каять. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ кӑнтӑр полушаринче ҫурҫӗртинчен ӑшӑрах пулать. Упи вара ҫиленнипе кайри ури ҫине чӗвен тӑчӗ те уласа ячӗ. — Пӗтӗмпех. Апла пулин те, тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен вӗсем: — Ку вырӑсла пӗлмест-ха, ҫитменнине тата унӑн хӑлхи те витӗрех мар! — тесе шутланӑ пекех калаҫаҫҫӗ. Каллех вара ҫуртсем, ялсем ялкӑшма тытӑнӗҫ, каллех тыткӑнтисене вӗлересси, аманнисене асаплантарасси, хӗрарӑмсене пере-пере пӑрахасси пуҫланӗ. — Манӑн та ывӑл. Вӑл пирӗн ӗҫе ҫӑмӑллатать те ырӑ майсем туса парать… Титокне те, вӑкӑрӗсене те шырас пулать. Лаша тӗпӗртетсе килни илтӗнчӗ, тӗксӗмлӗх витӗр вӗсен умне индеецӑн ҫӳллӗ кӗлетки тухса тӑчӗ. Тинкермесӗр пӑхакана кичеммӗн туйӑнакан тинӗс чӑн-чӑн моряксене курма, тавҫӑрса илме пӗлекен ҫынсене тӗлӗнмелле тӗрлӗ енлӗ курӑнать. — Ҫӗҫҫине парӑр-ха, капитан Кольхаун, — терӗ майор витӗмлӗ сасӑпа. Пӗччен кӑна пулнӑ пулсан, вӑл, паллах, хӑнана каяс шухӑшне пӑрахса, каллех килне кӗнӗ пулӗччӗ; анчах халь пӗччен мар вӑл, тӗттӗм ҫӗрле иккӗн утма ытла кичемех те мар, хӑрушах та мар, ҫитменнине тата ҫынсенчен кахал е хӑравҫӑ ятне те илтес килмест. Ятлаҫса пӗтерсен, вӑл каллех кумне сӑмах хушрӗ. Ӑнланма та ҫук мар-и, чӑнах? Чарӑнса ларнӑ сехет каллех ӗҫлеме пуҫланӑ пекех, Огарнова малалла калаҫма пуҫларӗ. Кунта Вайкато юханшывӗ таҫтан-таҫтан сарӑлакан пушхирсен тӑрӑхӗпе анлӑн сарӑлса выртать. Эпӗ ҫав саламат анчахрах шӑхӑрса ҫапнине астурӑм та ҫӳҫенсе илтӗм. Пӗрин хыҫҫӑн тепри! — Евгений! — пуҫларӗ Аркадий салху сасӑпа. — Вӑл айӑплӑ мар, — терӗ ӑна Елена, — вӗсен кунта лашасем ҫӳретмелли урӑх вырӑн ҫуккине эсӗ пӗлетӗн вӗт. Ҫакнашкал кӑмӑл-туйӑмлӑ сехетсемпе кунсенче ӑна уйрӑмах рабочисем килӗшмен; вӗсем пӗрмай вӑйсӑрлансах пынӑ пек, хӑйсен мужикле тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑ пек, хӗрарӑмсем евӗрлӗ, хӑвӑрт ҫилленекен, ытлашши кӳренекен, шӑртланса кайсах харкашакан пулнӑ пек туйӑннӑ. Пурте: ку хӗр амӑшӗнчен те ӑслӑ, унран та ытларах вӗреннӗ, тетчӗҫ; эпӗ ҫакӑн пирки хамӑн шухӑша калама пултараймастӑм, мӗншӗн тесен, вӑл ӑслӑ та нумай вӗреннӗ тенипе унран чуралла хӑранине пула, эпӗ унпа пурӗ те пӗр хут ҫеҫ, ун чухне те калама ҫук сехӗрленсе кӑна калаҫса куртӑм. Капитан аллине ҫавӑнтах чӑмӑртарӗ. Том, хыттӑн ӗсӗклесе, куҫӗсене ҫаннипе шӑла-шӑла, хӑй килтен тухса кайма шут тытни ҫинчен, килте хӑйне ҫав тери хӗсни, ӑна унта никам та хӗрхенменни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — тухса каятӑп та нихҫан та таврӑнмастӑп, терӗ. «Джо, эсӗ мана манас ҫук пулӗ тесе ӗмӗтленсе тӑратӑн», — хушса хучӗ вӑл юлашкинчен. Анчах кунта Джо хӑй те Томран ҫавӑн ҫинченех ыйтасшӑн пулни, ҫавна калас тесе вӑл Тома тахҫантанпах шырани палӑрса кайрӗ. Джона амӑшӗ хӑйма ҫисе янӑшӑн хертсе пӗтернӗ. Джо хӑймине тутанса та пӑхман, куҫпа та курман. Паллах, ӗнтӗ вӑл амӑшне йӑлӑхтарса ҫитернӗ пулӗ ҫав, амӑшӗ ӑна хӑй патӗнчен уйрӑлса кайтӑр, тет улӗ. Апла пулсан, унӑн амӑшӗ ӗмӗтленнине тумалли ҫеҫ юлать; Джо ӗнтӗ амӑшӗ телейлӗ пулӗ тесе шанса тӑрать, хӑйӗн мӗскӗн ачине нимӗн хӗрхенӳсӗр сивӗ тӗнчене, хӗн-хур курса пурӑнса вилмелли ҫӗре кӑларса янӑшӑн вӑл нихҫан та ӳкӗнмӗ, тесе шанса тӑрать. Ҫапла ӗнте хӗн-хур куракан икӗ ача, хӑйсен хуйхисем ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартса, юнашар утса пычӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑвансем пекех хытӑ тӑрар, хамӑра асап курса пурӑнассинчен хӑтаричченех пӗр-перйнчен нихҫан та уйрӑлмӑпӑр тесе каварлашрӗҫ. Унтан вӗсем харпӑр хӑй мӗн тума шутланисем ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗҫ. Джо ҫынсенчен аякри ҫер шӑтӑкне пӗчченех кайса типӗ ҫӑкӑр хыттисемпе тӑранса пурӑнас, вара асап курса, тӳссе шӑнса вилес, терӗ. «Клеймор» бухтӑран тухрӗ те пӗр вӑхӑта куҫран ҫухалмасӑр ҫыран хӗррипе пычӗ; кайран вара ҫывхарса килекен каҫхи ӗнтрӗкре пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пычӗ, юлашкинчен пачах куҫран ҫухалчӗ. Ҫурҫӗр ҫитеспе перекат патне ишсе пытӑмӑр, пушӑ баржӑна чулсем ҫинче ларакан баржа ҫумне илсе пырса тӑратрӑмӑр; эртел старости — шатра питлӗ чее, усал сӑмахсемпе ҫеҫ калаҫакан пит те сиенлӗ старик, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, вичкӗн куҫлӑскер, кукша пуҫӗ ҫинчен йӗпе картусне туртса антарчӗ те хӗрарӑм сасси пек ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ: — Кӗлтӑвӑр, ачасем! Алӑсӑр, урасӑр… Юлашкинчен пурте сӗтел хушшинчен тӑнӑ та, хӑнасем киле кайнӑ; вара Григорий Иванович нимӗн чарусӑр кулма, Лизӑна ыйтусем пама пуҫланӑ. Ҫак шухӑш ӑна кӑштах лӑплантарчӗ; тӗлӗрме те пуҫланӑччӗ ӗнтӗ вӑл. «Пирӗн ҫав мӗнпур пуҫтахсене лайӑхрах ӑс парса ӗҫе хӑнӑхтарма вӑхӑт мар-и?» Брем горнҫа атакӑламалли ҫинчен евитлеме хушать, лешӗ, турӑ пӗлет-и мӗншӗнне, тытать те темӗскершӗн резерв чӗнессине кӗрлеттерсе ярать. Ҫав асаилӳсем ман чуна уҫӑлтараҫҫӗ, ҫӗклентереҫҫӗ, чи ырӑ туйӑмсен ҫӑлкуҫӗ те пулса тӑраҫҫӗ. Ку хутӗнче мустангер хӑй йӑлине улӑштарнӑ пулӗ, тен. Кун пек ыйту пуласса кӗтменччӗ эпӗ, ҫинчех тавӑраймарӑм та ӑна. Офицер Корчагина тӗллесе печӗ. Ун куҫӗ пур япала ҫине те ҫамрӑккӑн пӑхать, пур ҫӗрте те вӑл хӑйне ҫамрӑк савӑнӑҫпа тултаракан япала курать. Ҫутӑ кун тӑратчӗ, ҫил те пурччӗ пулас — тусан хытӑ вӗҫетчӗ. — Мӗн эсир ҫур пуҫ мимине кӑларса илнӗ кролик пек пӑхатӑр? — терӗ Лушин, манпа тӗл пулсан. Анчах ҫав ята вӑл Мексикӑри вӑрҫӑчченех туяннӑ. Король хутне вуласа кӗсйине чикрӗ: — Мӑнтарӑн Вильямӗ, — терӗ вара малалла, — темӗнле кулянать пулин те, чӗри унӑн яланах ҫыншӑн ыратать. Лапа вырӑнта вӗсене тӗпексенчен вӗҫтерсе пынӑ юр ая тума пултарнӑ, анчах вӗсем тӑнӑ вырӑн лапара пулман пулин те, ҫапах пӑртак хӳтӗрех пулнӑ: ӑна ҫырма хӗрри ҫилтен кӑшт картласа тӑнӑ. — Мӗн пултӑр-ха ӑна… Кайран, mа сhеrе, тепӗр эрне иртсен, вӑл киле питӗ те хавасланса таврӑнчӗ. Эсир Александра Петровнӑн таса, вараланман ячӗпелен хуть мӗн чухлӗ те пулин хисеплешетӗр пулсассӑн, сирӗн ирсӗр элеке чарса лартмалла. Чӑнах та, вӑл кӗпесӗр вӗҫкӗнленсе ҫӳреме пултараймасть-ҫке-ха! Пампассен хушшипе таҫтан-таҫтан килсе, Колорадо Атланти океанне юхса тухать, океана кӗрес чухне унӑн шывӗ, ытти шывсенни пек, ӳссе каймасть, чакса пырать, вӑл те ҫӗре сӑрхӑнса кӗрет, те сывлӑшра пӑсланса пӗтет. Неушлӗ хӑвӑн ӗҫне палласа илейместӗн вара? Вилнӗ-ши вӑл, е хӑй патне пытӑр тесе юри вилнӗ пек пулать-ши? Унта кӗрешӳ пулса иртме пултарнӑ, унта «Дункан» ҫине ӑнсӑртран пырса тапӑннипе пӑлханса ӳкнӗ матроссен хирӗҫле кӗрешӗвӗн паллисене те тупма пулӗ-и тен? Иван вырӑнӗ умӗнче ларнӑ чух вӑл чӗререн, ачашшӑн ыйтрӗ: — Пуҫу хытӑ ыратать-и? Нумайӑшӗ тухса кайрӗҫ. Йывӑр снаряд пек кӗрлесе иртрӗ хирӗҫ килекен грузовик. Козельцов пӗрре доктор ҫине, тепре доктор суранпа айкашни ҫине пӑхса илчӗ, анчах вӑл каллех нимӗн ыратнине те сисмерӗ. Эсир мана хӗпӗртеме чӑрмантармастӑр. Римлянсем Сатурна Юпитерӑн ашшӗ тенӗччӗ-ха эпӗ паҫӑр. Уран вара, пӗлӗт турри, Сатурнӑн ашшӗ пулать имӗш. — Э, ухмах, сӳпӗлтетме анчах пӗлетӗн! — терӗ Назаркӑна Лукашка вышка ҫинчен. Кунти ҫӗркӑмрӑкне нихӑҫан та ӗҫлесе кӑларма тытӑнас ҫук. Эсир эпӗ мӗн шухӑшлани ҫинчен ыйтатӑр пулсан, ҫав хӗр нихӑҫан та унччен ҫавӑнта пулман пулӗ тетӗп. Эрехпе пӗрле балык пачӗҫ, сайра пулать ун пек лайӑх балык. Эп сана таҫта курман-и?» тесе ыйтрӗ. Тахӑшӗ ҫавӑнтах: — Пачпортсӑр епле-ха вӑл? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ ҫак официальнӑй документ кӑтартнине ӗнтӗ командӑна ертсе пыраканӗ пулса тӑтӑм. Ив. Дм. Климов штурмана Сире, ҫакӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп. — Пирӗн тырра тиесе илсе каяҫҫӗ-ҫке, чунӑмӑрсем! — Чыса упраса хӑварнӑ, дуэль пӗтрӗ! — пӗлтерчӗ фон Рихтер. Полозов пӳлӗме йӑраланса кӗчӗ те каллех кресло ҫине ларчӗ. Ҫар службинче чухне полкри утсен ӑмӑртӑвӗнче, хӗҫпе касса, юланутпа ӑста чупса, ялан чи паха парнесем илнӗ. Вӑл ман аттепе пӗр тӑванӗн ывӑлӗпе дуэль тунӑ та, ҫавӑнпа кун пирки кирлӗ мар сӑмах тухма пултарать. Панулми ҫинчи ҫипе полюсран полюса ҫити карма пулать, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче ун пек тума ҫук вӗт-ха: 20 пин километр тӑршшӗ ҫип кирлӗ пулать, тата ӑна питӗ пысӑк та ҫӳлӗ тусем, пушхирсем, океансем урлӑ кармалла. Кура-кура куҫу шарӑхса кайӗ… Ҫынсем курасран алӑка питӗрсе илтӗм те хамах ҫӗлеме лартӑм, пӑсса тӑкӗҫ тесе ирсӗр ҫӗвӗҫсене ҫӗлеме памарӑм. Американец-плантаторӑн ҫемьи те ҫав йӑлана улӑштарман — традици тӑрӑх тӑвас килнӗ пирки мар, ҫутҫанталӑк хӑй хушнӑ пирки пӑрахман. Ҫав ҫынсем чарусӑр ҫилӗ килнипе, тата Кассий Кольхаун пек пулӑшса тӑраканӗ пулнине — эсир шухӑша илетӗр-и — вӗсем унпа мӗн туса пӑрахма пултараҫҫӗ? — Яша ӑҫта, тетӗп? — Турӑ — курать: ӗҫсӗр, ахальтен ӗненетпӗр; анчах ӗҫсӗр ӗненни — мӗн тума кирлӗ ӑна? Инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳреме шут тытни. Хура тӗсе илес пулсан… — Пӗлетӗп, — пӳлчӗ суккӑр. — Вӑл ним сас-чӳсӗрлӗх, хускавсӑрлӑх… Ҫак вӑрттӑн ҫӳрекен хыпар миссис Ольбинет хӑлхине кӗрсен, вара ун ҫинчен пурте пӗлчӗҫ. Пӗр енче ултӑ пин хресчен, вӗсем хӑйсен сӑран курткисем ҫине Иисус чӗрине тӗрленӗ, ҫаврашка шлепкесем ҫине шурӑ хӑюсем ҫакса янӑ, ҫаннисем ҫине христиан тӗнӗ ҫинчен калакан сӑмахсем ҫырнӑ, пиҫиххисем ҫине четкӑсем ҫакнӑ; вӗсем тупӑсене вӗренпе сӗтӗрнӗ, начар тумланнӑ, дисциплинӑна пӑхӑнман, анчах чӑрсӑр та пурне те тума хатӗр тӑнӑ. Ҫапах та, хӑй пит опытлӑ пулнӑ пулин те, унӑн та ӗҫ тухман. Вӗсем хӑйсем шыранӑ шӗвӗр тӑрӑллӑ чӗрӗ тӑпра купине тупрӗҫ те, вилтӑпринчен виҫ-тӑватӑ утӑмри виҫӗ мӑн хурама айне пытанчӗҫ. Швабрин мӗншӗн ун ҫинчен ҫине тӑрсах усал сӑмахсем каласа хурланине ӑнланса илтем. Тӳлек шӑплӑхра хӑйне хӑй хавхалантарас тенӗ пек, таҫта инҫетре пулемёт тӑкӑртаткаласа илет. Анчах ҫакӑн ҫинчен пӗтӗмпех ӑнланса илес тесен, чӳречерен пӗрре пӑхса илни ҫеҫ кирлӗ пулчӗ. — Ах, чӑтма ҫук ыратать!.. — Ҫӗр ҫинчи мӗнпур тинӗс ҫӳревҫисенчен ун пек чапли никам та пулайман! «А аттене?» Вӑл ҫавнашкал ҫын. Анатри Днепр хӗрринче те пур — дворец, туршӑн та! Эпӗ ытларах юханшывсене кӑмӑллаттӑм. Юланутсем ӑна курмарӗҫ пулмалла. Вӑл тӑлӑп айӗнче салтӑнчӗ, анчах ӑна ку та пулӑшаймарӗ. Вӗсем пусмапа анма тӑчӗҫ, герцог каллех кулса ячӗ те:— Сутасса ҫӑмӑл сутса ятӑмӑр та пайтине пач курмарӑмӑр! — тет. Ун ҫӑра ҫулҫӑллӑ тӑрринчен хӗвелӗн пӗр пайӑрки те шала ӳкеймест. Ӑшӑннӑ урана пир татӑкӗпе чӗркесе ӑшӑ калуш ӑшне чикнӗ хыҫҫӑн, хуралҫӑ арӑмӗ ҫине Павел пӗр сӑмахсӑр ырӑ сунса пӑхса илчӗ. Ҫамрӑксем ӑна Мефистофель тесе ят панӑ; ҫавӑншӑн вӑл ҫилленнӗ пек те пулнӑ, анчах чӑннипе каласан, ҫапла чӗнни ӑна йӑпантарнӑ та. Адмирал вара ман еннелле пуҫ тайса ман сывлӑхшӑн ӗҫетӗп тесе систерет… Ун чух кӑштах намӑс та пулӗ: сан чану ҫав тери пӗчӗк пирки — праҫникре ҫапнӑ чух унӑн сасси илтӗнмест те пулсан, эсӗ мӗн тума чиркӳ тӑррине хӑпарнӑ-ха? Тахҫанхи юлташ Шкулта манӑн педагогсем патӗнчи сӑмахсем ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ ним тума та вӑхӑт тупаймарӑм. — Чикмеке илсе килмен, командир. — Эппин, ҫак пушхир кунтан инҫе те мар-и? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Хытӑрах та хытӑрах хӗрсе тавлашнӑ, пӗр-пӗрне ҫилленни те палӑрнӑ. — Гданьскра пулнӑ эпӗ… — терӗ вӑл, кулма чарӑнса. — Поляксен чӗлхине те ӑнланатӑп… Кашуб эпӗ… Сирӗн йышши, анчах унтанпа вӑхӑт нумай иртрӗ ӗнтӗ! Ку ҫул кӗскерех ӗнтӗ. Енчен те карапа хирӗҫ вӗрекен ҫил сасартӑк ҫула майлӑ ҫаврӑнман пулсан, Дик ҫавӑн пек тупӑ та пулӗччӗ-и, тен. Вӗсем ҫын хисеплӗхне сума сӑвакан чипер те савӑнӑҫлӑ ҫынсемччӗ, театрпа спорта юратаканскерсемччӗ, пуринчен ытла теннис вӑййине юрататчӗҫ. Анчах час-часах трактирте ялти мужиксем, мастеровойсем юрлакалатчӗҫ, — трактир хуҫи хӑй юрӑ ӑстисене пасар тӑрӑх шыраса ҫӳретчӗ, пасар кунӗсенче вӗсем ҫинчен пасара пынӑ хресченсенчен ыйтса пӗлетчӗ те хӑй патне чӗнетчӗ. Манӑн темле сӑмаха вӑл тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ те, эпӗ ӑна укҫа урлӑ хам алӑра тытса тӑрасшӑн, укҫана эпӗ пӗтӗмпех хам алӑра тытса усрасшӑн пулнӑ пек килсе тухрӗ. Эпӗ кайри пӳртре калушсене хывас тесе пӗр минутлӑха чарӑнсаттӑм. Вырӑс чышкине чӑтса тӑма ачашрах ҫав вӗсем, апатне аван ҫиеҫҫӗ пулин те нишлӗскерсем. Кунта акӑ леш ухмахла дуэль! Старик, алхасса кайнӑ пек, полковник протезне пуртӑпа ваклать; полковникӗ, бамбук патакки ҫине тӗренсе, хӑрах ури ҫинче сикет, лешне протезӑн металтан тунӑ арматурине те пулин хӑварма тархаслать. Вӑл путнӑпа пӗрех. «Никам та чӗрӗ юлайман пуль унта», — тесе шухӑшларӑм. — Ҫапла, — шухӑша кайнӑн калаҫма пуҫланӑ хӗр, — пурӑнма йывӑрри ҫинчен кулленех ӗненсе пыратӑп… Пурте ӑна пӗр харӑс ответ пачӗҫ. 1853 ҫулта ноябрӗн 11-мӗшӗнче Ливингстон, ҫирӗм ҫичӗ макололӑпа пӗрле Линьянтирен тухса, декабрӗн 27-мӗшӗнче Либа варрине ҫитнӗ. Эп мӗн калани сире, тен, килӗшмӗ те, анчах пирӗн йӑхра никам венчете тӑман: анне те, кукамай та унсӑрах пурӑннӑ… — Кӑтартас-и, пичче? Чей хыҫҫӑн Маякин яланхи сӑмахне:— Ну-ка, амӗш, пар-ха кунта библине… — тесе каланӑ. Хурӑнсене Андрей ачаранпах юратнӑ. Богса ҫывӑхри аптекӑна илсе кайрӗҫ; халӑх ҫаплах кӗпӗрленчӗ, пӗтӗм хула ун хыҫҫӑн утать, эпӗ малалла хӗсӗнсе кӗтӗм те кантӑк айӗнче лайӑх вырӑн йышӑнтӑм, кунтан мана Богс аванах курӑнать. — Юрӗ, — тетӗп эпӗ, — ҫырса кӑтарт эппин. Кралич ун умне хӑюллӑн ҫитсе тӑчӗ. Вӑл хӑйӗн сӑнне-питне кунти ҫынсене питех кӑтартасшӑн пулмарӗ, сӗтел ҫинерех ӳпӗнсе ларчӗ те чӗлӗмне тапак тултарма тытӑнчӗ. Мӗн пулнӑ-ха ӑна? Анчах юлашки хут калатӑп сире: тӑна илӗр ман сӑмахсене. «Урасем ара… Юхӑм пире тинӗсе илсе ҫитерӗ. Ку — пире паллӑ мар… Мӗне систерсе каларӑр-ха эсир? Михӗ ӑшӗнчен вӑл хӑйне валли пӗр ҫирӗм-вӑтӑр доллар тата метис валли те ҫавӑн чухлех кӑларса илчӗ те пӗтӗм миххипех метиса тыттарчӗ, лешӗ кӗтесе чӗркуҫленсе ларса кукӑр ҫӗҫҫипе тӑпра чаврӗ. Ватӑскер-ҫке ӗнтӗ, ним те кирлӗ мар, ҫапах та пӗрмай ӳпкелешет, пӗрмай кутӑнланать… — Акӑ вӑл! — пӑлхануллӑн каларӗ Ольга, Георгие аллинчен турткаласа. — Гек, французсем пирӗн пек калаҫмаҫҫӗ-им? Эсӗ — ӑнлан! Пӗтӗмӗшпех ӑнлан! Мӗн ҫӗмӗрӗлчӗ-ши ку моторӑн? — Стариксенчен ыйтман-и? — Пӗлместӗп. Ҫак киленӗҫлӗ капӑрчӑклӑхран вӑранса тухас тесен, ун чӑннипех те хӑйне хай вӑй хурсах хистеме тиврӗ. Дон Морисио кашни минутӑрах курӑнса кайма пултарать. — А! — тенӗ те мӑнкӑмӑллӑн помещик, тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларнӑ. Протоколӗ мӗнле? Каҫ тӗттӗмӗ хупласа илсен, Маунганаму сӑрчӗ пӗтӗмӗшпех вутлӑ ункӑ ӑшне кӗрсе ларнӑ пек курӑнчӗ. Давыдов ачан чее пит-куҫӗ ҫине пӑхса илчӗ те хӑй те чутах сасӑпа кулса ямарӗ, анчах тӳсӗм ҫитерчӗ, вара ҫырмалли кӗнекинчен васкасах пӗр листа хут татса илчӗ, ӑна ҫӑварне хыпрӗ, учительница еннелле ҫине-ҫине пӑхса, Федоткӑна выляса куҫ хӗссе, чӑмлама тытӑнчӗ. Кайрӑмӑр, Гаврила. Эпӗ ташламастӑп, ҫавӑнпа та майсӑр хускалкаласа ӳкерес ҫук. Темиҫе ҫул каялла, тинӗсри вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн хумсем ҫыран хӗррине арҫын вилли выртакан тупӑк кӑларса пӑрахнӑ текен хыпар ҫӳренӗ… Соколов, хӑй тухтӑр пулнӑ май, Сарафовсем патне час-часах ҫӳренӗ, ӑна ҫывӑх юлташӗ тесе шутланӑ, кунта кӗртӗҫ тесе вӑл алӑка шаккаса пӑхнӑ. — Вӑл пин ура каҫса кайнӑ йӗр. Ман тупӑш чылай пӗчӗкрех. Вӑл мана кӑшкӑрса пӑрахрӗ, ҫӑвар урлӑ тыттарчӗ… виҫӗ талӑк ларса тухрӑм! Ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫитнӗччӗ пулас. Ӑҫтан таврӑнатӑн? Икӗ тус хушшинче темле тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ, вӗсем ӑна иккӗшӗ те туйрӗҫ, анчах ку мӗн иккенне калама пултараймарӗҫ, ӑнлантарса пама хӑрарӗҫ. Пӗр ҫамрӑк йӗкӗт — колхоза кӗнӗ Ҫемен Куженковӑн ывӑлӗ — виҫӗ йӳплӗ сенӗкпе уркевлӗн утӑ пуҫтаркаласа ҫӳрет. Кӑмака ҫинчех лар, ҫӑмӑллӑн тупӑнакан укҫашӑн ан хыпса ҫун. Вӗсем ҫак сӑлтава шырама тытӑннӑ та. Виҫҫӗмӗшӗ, эсӗ пире вӗсене йӗрлесе кайма чартӑн. Каҫпа вара театра кайӑпӑр: манӑн ложӑна икӗ билет пур. (Хальхи вӑхӑтра, чӑнах та, хам сӑнанӑ е илтнӗ тӑрӑх, ҫав ӗҫе шӳт мар, чӑн-чӑн пысӑк ӗҫ тесе шутлакан ҫамрӑк ҫынсем пуррине пӗлетӗп эпӗ. — Вӗлерекенӗ вӑл унта Исай патӗнче лармасть ӗнтӗ, шаккаса хунӑ та кайнӑ! — тавӑрчӗ Марья. Камччӗ-ха вӑл ӗнер Малашка Игнатенкопа ҫӗрле тӑкӑрлӑкра тӑраканни? Ҫапла каласа, вӑл чиновнике кивӗ жилет тӑсса кӑтартрӗ. Казаксен ҫурчӗсене пурне те аршӑн е аршӑн ытларах ҫӗртен хӑпартса юпасем ҫине лартнӑ, хӑмӑшпа тирпейлӗн витнӗ, тӑррисене эрешленӗ. Вӑл вӗрнине никам та илтмелле мар. Турӑ хушсан, курӑпӑр, — терӗ Оленин, ура ҫине тӑрса тата пӑлтӑралла утса. Эпӗ тӗлӗннипе ҫӗклентӗм: ку таранччен вӑл манӑн ыйтусене хирӗҫ те аран-аран тавӑркалатчӗ, халӗ сасартӑк хӑй калаҫма тытӑнчӗ. Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ сире тата сирӗн юлташӑрсене тӳрех кирлӗ вырӑна илсе ҫитерӗп. — Юр тултарса лартрӗ пулӗ?» — Мӗн аванни пур? — Кралич! Анчах ҫак кӗске вӑхӑта илмесен лагерьти пурнӑҫ пӑсӑлсах кайрӗ. Манӑн чунӑм тасалса хӗпӗртеме пуҫланӑ ҫанталӑк пекех йӑл кулать. Чиперскер вӑл… Вӗсене путарма та кансӗр — транспортсене путармашкӑн ахаль те кансӗр пулнипе кӑна та мар, ҫӳлӗ ҫыран хӗррипе тӳрех транспорт ҫине тухма питӗ йывӑр, час-часах ун пек тума май та килмест. Вунсаккӑрмӗш ҫулта Мартӑна шуррисем персе вӗлермелле тунӑ, анчах ӑна ытти юлташӗсемпе пӗрле совет правительстви Латви ҫыннисемпе улӑштарса илнӗ. — Мӗн тумалла? Юрататӑн-и садсене? Баймакова ҫуртне тахҫанах тӗпренех юсамалла пулнӑ, анчах Алексей ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. Анчах вӑл, манӑн ыйтусене ӑнланмасӑр пулас, «мӗншӗн» тесе ыйтнине хирӗҫ кӗнекери пек, ӗнентерме пултарайман сӑмахсемпе халӑхӑн йывӑр пурӑнӑҫӗ ҫинчен, халӑха ҫутта кӑларма, вӗрентме кирли ҫинчен калатчӗ. Ҫав тусен айккисенчен тӑрна куҫӗ пек тӑп-тӑрӑ шыв темиҫе тӗлтен кӗрлесе юхса анать, шывсем кӗрлесе аннӑ тӗлте шыв тумламӗсем мерчен пек вылянса тӑраҫҫӗ. — Манӑн вӑй ҫитмест. Кунсӑр пуҫне вӑл ӗҫ мана килӗшмест те. Ман шутӑмпа, ан тив вырттӑр, — терӗм эпӗ. — Мӗнле телейсӗр карап ҫак «Испаньола», Джим! — терӗ вӑл малалла, куҫне хӗссе. Радист пирки те, сывлӑшра перекенӗ пирки те пӑшӑрханмарӑм эпӗ, вӗсем килмесӗр мана кунтан илсе ан кайччӑр тесе ҫеҫ каларӑм. Пӗрремӗш парта хушшинче ларакан Дамянчо Григоров пьесӑн пӗрремӗш пайӗнче мӗнле ӗҫсем пулса иртни ҫинчен бее йӗркеллех каласа ӑнлантарма пултарчӗ. — Ун пек пӑхас пулсан, вара мӗн? Халӗ кайса кан-ха», — терӗ. — Эй, сухал, мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? — кӑшкӑрчӗ ӑна Комиссар. — Зала вӑрҫӑ ачисем тухаҫҫӗ тесе пӗлтерӗр, Мария Богдановна, — пурте ура ҫине тӑрса кӗтсе илччӗр. Эпир хурахсем. Анчах, час-часах сӑмахне хӗрӳллӗн пуҫласа, вӑл ҫав хӗрӳлӗхпех хӑйне хӑй хирӗҫленӗ, хӑйне хӑй хупланӑ е мӗнле те пулин кулӑшла хӑтланчӑкпа пӗтерсе хунӑ. — Халех тухмалла-и, комбат юлташ? Эпӗ, ку сӗнӗве те йышӑнма юрамалла пек тесе, шутлатӑп. Чӳречерен, хапха витӗр, сылтӑмарахра, леш енчи такам картипеле пӗрле, пылчӑклӑ, хура урамӑн пӗр пайӗ курӑнать. Тӗтреллӗ пӑнчӑсем хуллен аялалла усӑнаҫҫӗ, уҫӑмлансах, ҫуталсах пыраҫҫӗ. Мӗн чӗнместӗн? Вӑл ҫӗр хӑйсенчен аякрине, унпа карап хушши темиҫе ҫӗр миля иккенне пӗлет. Ҫук… ҫук! Купецсен! Комсамолец эпӗ, мана нимӗн те кирлӗ мар. Сурам эпӗ сан примусу ҫине. — Вӑл ҫӗнӗрен тӑрӑхласа кулни ҫеҫ пулать тетӗп эпӗ, ӑна ҫав юрӑхсӑр ҫын пирӗн валли юри шухӑшласа кӑларнӑ. Иов — чура та, турӑ хӑй унпа калаҫнӑ! Мимипе Любочкӑна чуптусан, Катенька патне ҫывхарнӑ чух ман пуҫа: ӑна чуптума аван мар ӗнтӗ, текен шухӑш пырса кӗчӗ те, эпӗ, ним чӗнмесӗр, хӗрелсе кайса, чарӑнтӑм. Тепри каланӑ тӑрӑх, Давыдов ӑна тахҫанах партине чӗннӗ пулать, анчах вӑл ун чухне хӑй вӑкӑрӗсенчен хӑпасшӑн пулманнине туйса килӗшмен. Курпун ӑна итлесе хӑпарма тытӑнчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра:— Наташа ан хӑратӑрччӗ, — терӗ. Ан хӑрӑр, ачасем! Аннерен вӑрттӑн укҫа пухма пуҫларӑм, кӗркунне вара, тырра ҫывӑхри пункта кайса хывас вырӑнне, эпӗ пӗччен Калача тухса кайрӑм, унта пӗр лав тулӑ сутрӑм та пасарта алӑран пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал тата вунӑ патрон туянтӑм. Ашшӗ ывӑлӗн шухӑшне лейтенанта каласа пама васканӑ, лешӗ вара ҫавӑнтах ухтару тума хушнӑ. (Алӑ ҫупаҫҫӗ.) Вӗсем Калуга застави патӗнче, Нескучнӑй паркне хирӗҫ, дачӑра вырнаҫнӑччӗ. Эпӗ университета кӗме хатӗрленеттӗм, анчах питӗ сахал та васкамасӑр ӗҫлеттӗм. Ун пек тӳрлетӳсемпе хушавсене те айккине илсе хурас пулать, тесе шутлатӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӗсем тӳрремех Конституци тӗлне пымаҫҫӗ. — Эпӗ. Тупӑсем кӗреслетни тата снарядсем ӳке-ӳке ҫурӑлнӑ сасӑ таҫта ҫитиех кӗрлесе кайрӗ. — Казаксене вӗлерсе пӗтернӗ, акӑ мӗн. Ачасем пӗтӗмпех вара «хӑйсене хӑйсем тӑрӑнтарма» тытӑнчӗҫ. — Хамӑр тунӑ вулкан пулать вӑл, тусӑм, вылямалли вулкан кӑна пулать. Эпир ӑна мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек тыткаламалла тӑватпӑр. Эпир сирӗнпе иксӗмӗр туслӑччӗ, эсир мана колхозран кӑларса ан пӑрахӑрах. — Пӑртак кӗт-ха! Малтан пӗр-икӗ сехет выртса канӑпӑр, — терӗ пичче. Ан тив эппин вӑл пирӗн умра ҫав сӑмахсене каламан тетӗр, мӗншӗн тесен капитан хӑех ӑна халӗ ятпа, ашшӗ ячӗпе, хушаматпа чӗнет! Сыв пул! — Нимӗн те ӑнланмастӑп. — Тӗрӗксем вӗҫӗ-хӗррисӗр-ҫке унта, — терӗҫ хӑш-пӗрисем инҫетелле пӑхса. — Пӗтӗм вӑхӑтӑмпах сире пулӑшма хатӗр, — тавӑрчӗ Базаров, Павел Петрович алӑк урлӑ каҫсанах хӑй пичӗ тӑрӑх темӗскер чупса кайнӑ пек туйса. Мана хам паллашнӑ ҫӗнӗ ҫынсем тӗлӗнтерчӗҫ. — Никам та ҫук! Лосьпа Скайльс тимӗр ҫӑмарта тавра ҫӗкленӗ йывӑҫ пусмасем патне пырса тӑчӗҫ. Анчах та, сирӗн кӑмӑл пуррине шута илсе, хамӑн та офицер званийӗ пуррине шута илсе, пур енӗпе те эпӗ сирӗнпе хӑвӑрпа килӗшсе татӑлма пултаратӑп, тата, ку таврара пурӑнакан ҫын пулин те, кунти йӑласене пӑхӑнса мар, пур енӗпе те условисене пурнӑҫласа пыма пултаратӑп… Вӑл ӑна тутисем патне илсе пырса сывлӑшпа ӑшӑтса пӑхрӗ, икӗ питҫӑмарти хушшинчи тикӗс вырӑна тепӗр хут лартма тӑчӗ, анчах сӑмса ниепле те тытӑнса тӑмасть. Тен, эпӗ ҫак хуйӑха тӳссе-чӑтса ирттереймӗп — ку лайӑхрах та пулӗ. Паян эпӗ хаҫат вуласа пӑхрӑм та, чӗре ыратсах кайрӗ… Акӑ, мӗн пуррине хупласа, юнпа пӗвеннӗ, сухаллӑ хӑрушла пит ишсе тухрӗ. — А! тинех! — Бакена ҫыхса лартма — акӑ мӗншӗн. Лутра та кӗске ураллӑ нимӗҫ хулпуҫҫи ҫийӗнчен штыклӑ йывӑр пӑшалне ярса тытса, затворне шалтӑртаттарса илчӗ: — Хальт! — кӑшкӑрчӗ вӑл, тепре хускалсанах пеме хатӗрленсе. Сан ҫинчен калатӑп эпӗ, гражданочка! — терӗ те Давыдов, хӑй сӑмах калама пуҫласанах питне-куҫне йӑпӑр-япӑр пуҫ тутрипе чӗркесе лартса стена ҫумне кайса тӑнӑ Настенка Донецкова ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. Ҫапла вара — Марс атмосферине шӑтарса кӗрсен, вара ирӗлсе ҫухалас мар тесен манӑн хӑвӑртлӑха ҫав тери хытӑ чакармалла. Вӑл чирлӗ. Ҫав самантра ӑна хӑйне телейлӗ пулма чӑрмантарни ҫеҫ кирлӗ пулман. Ромашов ӑна хирӗҫ кайрӗ те пӗр сӑмах каламасӑрах ыталарӗ. Вӑл ял Советӗнчен тин кӑна тухнӑ колхозниксемпе калаҫу мӗнле пӗтнине пӗлме ӗлкӗрнӗ пулмалла: унӑн тути хӗрри кӗтессисенче вӑл хӑйне хӑй ҫирӗп шаннине, чӗрре кӗме хатӗррине палӑртакан сӗмсӗр йӑл кулӑ кӑрт-карт сикнӗн чӗтренкелесе тӑрать. Каллех выртрӗ, ҫывӑрса кайрӗ. — А! Ромашка — йытӑ. — Ӑна ҫав. Эсир кампа та пулин урӑх ҫынна тупмасан, хамӑр ӗҫ ҫинчен пирӗн ӑна каласа пӗлтермелле. Епле майпа каплун тӑвасси ҫинчен тӗлӗнсе калаҫакан майрасем те пачах калаҫми пулчӗҫ. Нӳхрепре хӑяр пӑсӑлмасть, анчах хӗвел ҫинче — часах ҫӗрет», — тесе шухӑшларӗ. Темле шуйттан ҫыххипе ҫыхӑннӑ эсир кунта, хӑв салтӑнаймасан — райкомӑн касса яма лекӗ, пӗлсех тӑр! Онбаши хӑй хӗвӗнчен тем пысӑкӑш кампирт туртса кӑларчӗ, кампиртне хӗрлӗ сургучпа пичет пуснӑ, ҫавна вӑл кофейнӑй хуҫинчен илнӗ хутпа чӗркесе хучӗ. Борт ҫумӗнчи хунарсен ҫути аяккалла ӳкнӗ, карап палубп тӗттӗмлӗхе путнӑ. Банник, типпе тӑрса юлнӑ пулӑ пек, пӗр-икӗ хутчен ҫӑварне кара-кара анасларӗ, унтан, стенаран тыткаласа, ура ҫине тӑма хӑтланчӗ. Вӑл юрлать. Ӗҫе пӗлсе тытӑнсан ӑна пӗтӗмпех пӗтӗрсе хума май пур, шантаракан ӗҫсем пур манра. — Тен, хӗрарӑмсем те пӗрле пулаҫҫӗ? — Шантарсах калатӑп, вӑл сирӗн чапӑра татах та хӑпартать! Сасартӑк мана нимӗҫсен пысӑк вӑрӑм урапине кӳлнӗ икӗ хура лаша хӑваласа ҫитрӗҫ. Манӑн — юнлӑ тавӑру вырӑнӗнчен, Джимӑн — шурлӑхран хӑвӑртрах тухса тарас килчӗ. — Саня, эпӗ те ара Мускавра пурӑнатӑп-иҫ! Юханшыв тӗпӗнче вӗсен, манӑн вилӗ ӳтсӗр пуҫне, нимех те шырамалли ҫук. Эпӗ ачаранпах харпӑрлӑх таврашне кураймастӑп. Экономика хӑйӗн пуҫлӑхӗ Крымский, хӑйӗн хут купинчен пӗр минутлӑха уйӑрӑлса, ҫавӑрӑнса пӑхать. Чипер юл. Лукашка чӗнмесӗр амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ. — Дон Сезар де-Базан шутсӑрах та ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вӑл, Максимыч! Эсӗ мӗн, каллех хулана таврӑнатӑн-и? Том сӑвӑса пистон коробки ӑшне, хальтерех ҫеҫ нӑрӑ валли тӗрме пулнӑ коробка ӑшне, хучӗ те, ачасем уйрӑлса кайрӗҫ, кашниех вара хӑйне хӑй ӗлӗкхинчен пуянтарах шутларӗ. Каялла! Астӑвать вӑл, Варшава патне ҫурхи шыв пек ҫӗмӗрсе пынӑ хушӑра, боеца пуля татса антарчӗ. Вӗсем тем ҫинчен хӗрсех калаҫрӗҫ, анчах мӗн ҫинчен — ӑна илтме май пулмарӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ тата, епле пулса пырать ку япала, мур илесшӗ? Мана ҫавӑнта вырнаҫтарма шутланӑ-мӗн. — Эсир те, капитан юлташ, Ҫӗпӗртен-и апла? — ыйтрӗ вӑл. Анчах ҫапах та — ӗмӗтсӗр вӑл. — Вӑл мӗн тет? Ахалӗн эпӗ ҫӗрӗпе те ҫывӑрас ҫук, пӗрмаях шухӑшласа выртӑп. Хура куҫлӑ пӗр шухӑ хӗрача, шап-шур аллипе пирожнӑй е ҫырла таврашӗ илет те, вӗсене халӑх хушшине ывӑтать. — Эпӗ элеке хирӗҫ ответлеме кирлӗ мар тесе шутлатӑп — вӑл элек сутӑнчӑк туссенчен е суеҫӗ тӑшмансенчен тухсан та, пурӗпӗрех. Тепӗр темиҫе минутран ҫурӑмӗ ҫине михӗ хунӑ суккӑр ача килсе те ҫитрӗ. Павка ҫак кун пуҫласа акӑлчанла бокс ҫинчен кӗске лекци итлерӗ. Манӑн кунта никама пӗр сӑмах калама та май ҫук пек. Тӳпе тӗттӗмех-ха, ҫӑлтӑрсем те курӑнаҫҫӗ, анчах та таҫтан аякран тӗксӗм? ҫутӑ пайӑрки курӑнма пуҫларӗ. Эпӗ вара, ҫӗрӗпех калаҫса выртрӑмӑр пулӗ, тесе шухӑшларӑм. Манӑн тусӑм, Андрей Дегтяренко, — эп сире ун ҫинчен каласа патӑм-ха, — ун патне тӳрех ҫырса янӑ иккен: малтан — катастрофа пулни ҫинчен, унтан — ман урасене татни ҫинчен. Сӑмсахӗ ку — хӑйӑрлӑ ӑшӑхлӑх, унта тӗмсем сӳре шӑлӗ пек йӑвӑ ӳсеҫҫӗ. Пӳрт умӗнче кӑшт кӑна илтӗнмелле, шӑши пек, алӑка такам кӑтӑртаттарчӗ, унтан — хӗрарӑм, сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ: — Кӗме юрать-и? Лаша ҫинче ҫын ларнӑ. Ҫак шухӑш, хӗрӳллӗ кунсенче лётчиксемшӗн ытлашши нимех те хӑрушӑ марскер, халӗ, Алексей аэродром пурнӑҫӗнчен уйрӑлсан, ӑна ҫӳҫентерсе илчӗ. Григорий Иванович паллӑ тата вӑйлӑ ҫыннӑн Пронски графӑн ҫывӑх хурӑнташӗ пулнӑ; граф Алексее пит усӑллӑ пулма пултарнӑ, ҫавӑнпа Муромски хӑйӗн хӗрне аван ҫӗре хӗпӗртесех памалла пек туйӑннӑ (Иван Петрович ҫапла шухӑшланӑ). Пит-куҫӗ чалӑшрӗ унӑн, йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑчӗ пулас. Ҫак лутра лаша ҫине утланса вӑл паян станицӑна тухса кайнӑччӗ. «Пилигрим» команди те, капитан хӑй те ҫак илӗртӗве хирӗҫ тӑраймарӗҫ. — Эсир… сирӗн кӑмӑла каять-и вӑл? Сирпӗнӳ конусӗн тӗнӗлне карланкӑн вертикаль каналӗсен тӗнӗлӗсемпе тӗлме тӗл лектермешкӗн сирпӗнӳ камерисене пырса тӑракан «Ультралиддит» магнит уйӗ витӗр тухать. Унта вара час-часах пӑрахутсем кӗреҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсем хӑрушсӑрлӑхра пулатчӗҫ. Тӗрлӗрен ыйтусем ҫинчен васкамасӑр, чӗррӗн пыракан калаҫу виҫӗ сехете ытла тӑсӑлчӗ. — «Хуҫа арӑмӗн ачисем пур-и?» Эпӗ мар пулсан — урӑххи, сана мар пулсан — ачусене тавӑрӗ мана кӳрентернӗшӗн, — асту ҫавна! — Эсир лашапа кайӑр! — лӑпкӑн канаш пачӗ Николай. — Почта лашисем тытӑр, анчах тархасшӑн урӑх ҫулпа, Никольски вулӑсӗ урлӑ кайӑр… Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те, сӑнӗ тӗксӗмленчӗ. Ку унӑн ялан лӑпкӑ пулнӑ сӑн-питне тӗлӗнмелле улӑштарса, илемсӗрлетсе, килӗшӳсӗр турӗ. — Никольский урлӑ инҫе! — асӑрхаттарчӗ амӑшӗ. Артур ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Эсир мана сӑмах паратӑр-и? Юлашки вӑйӑмӗпе Лось Аэлитӑн хура плащӗн хӗрринчен тытасшӑнччӗ, анчах перӳ ҫути, тапу-ҫапу ӑна ханкӑран ылтӑн алӑкӗ еннелле ывӑтрӗҫ… …………………………………………………………………………………………… — Епле вӗсем васкаҫҫӗ! — вӗсене кӑмӑлсӑррӑн пуҫ тайса шухӑшларӗ вӑл. — Мӗнле пулсан та, — терӗ Паганель, ӳкӗтлесе, — ӑна хирӗҫлесе тӑмалла мар. — Ман шутпа, — тавӑрчӗ Базаров: — Рафаэль те пӗр пус пӑхӑр укҫана тӑмасть, лешсем те унран аванах мар. Эпӗ ак начар та салхуллӑ урамсем тӑрӑх часах утса тухрӑм. Сайра хутра ҫеҫ эпӗ тӗсӗ кайнӑ кавир евӗрлӗ сарӑхнӑ ҫерем лаптӑкӗсем, пӗчӗкҫеҫҫӗ пахчасем куркаларӑм, вӗсен ҫимӗҫӗсем — ҫӗрулми, купӑста, сухан лилипутсене апатланма та аран-аран ҫитмелле. Турӑран хӑра, — мӗншӗн тавӑратӑн? Халӑх — лайӑх. Пысӑк майтан ҫакнашкалах тилӗрсе кайнӑ, шавлакан халӑхпа тулса ларнӑччӗ… — Апла эппин, — терӗ амӑшӗ, пуҫӗпе сулса. — Ҫакӑнпа-и? — терӗ ӑна хирӗҫ Ерофей, Касьян лаши патне пырса хӑйӗн сылтӑм аллин вӑтам пӳрнипе ӑна йӗрӗнчӗклӗн мӑйӗнчен тӗртсе илсе. Базаров пистолетне пӑрахрӗ те, хӑйӗн тӑшманӗ патне пычӗ. Анчах вӑл, вунӑ утӑма яхӑн кайсан, чарӑнчӗ те тӳрленсе тӑчӗ. — Ҫапла… Ку тӗрӗс. Ҫапла! — мӑкӑртатрӗ Халл капитан. Ну, пуҫне пӑркаларӗ те пӑртак, пуля чӗрсе янине эрехпе сӑтӑрчӗ, сӑтӑрнӑ хыҫҫӑн ҫур литр кӗленчинче юлнине ашне ячӗ, ҫавӑнпа ӗҫӗ те пӗтрӗ. Вара сасартӑк мӑкӑртатса тытӑнатчӗ: — Ия. Хутсене пырса парсан, вӑл хур тӗкне тутӑрпа шӑлса тасатрӗ, ӑна хутпа чӗркесе китель кӗсйине чикрӗ те тинех «личнӑй ӗҫе» вула пуҫларӗ. — Тӗлӗнмелле шӑпа ҫав! Халиччен чӑнласах та ун ятне пӗтӗмӗшпех пӗрре те асӑнман. Эрех ӗҫес мар тенипе вӑл хӑйне хай, тӗнчере пур инкек те эрех ӗҫнинчен килет, тесе ӗнентерме тӑрӑшать. — Ҫапла. Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех, пӗрре хӗллехи каҫ станца пуҫлӑхӗ ҫӗнӗ кӗнеке ҫине йӗрсем туса ларнӑ, унӑн хӗре пӳлӗмре кӗпе ҫӗленӗ, ҫав вӑхӑтра тройка килсе чарӑннӑ та, черкес ҫӗлӗкӗпе, салтак шинелӗпе, шаль тутӑрпа чӑрканнӑ пӗр ҫын пӳрте кӗрсе лашасем ыйтнӑ, анчах лашасене вӑл вӑхӑтра пурне те ярса пӗтернӗ пулнӑ. Секретарь сирӗн куҫсене чиксе шӑтарма сӗнни его величествӑна усалтан хӑтарма мар, ҫав усал инкеке пушшех йывӑрлатса ярать пулӗ, терӗ. Мирон ятлӑ ачи кӑна — вӑрӑм шӑмӑсемпе шӑнӑрсенчен илемсӗр, васкаса пухса тунӑ пек курӑнакан, шӑлтӑр-шалтӑр кӗлеткеллӗ ачи кӑна пурӑннӑ. Кӑна тӗрӗслемеллех ӗнтӗ. Эпӗ чухлаттӑм: вӑл ӗнтӗ ман ҫинчен эпӗ вӑрлама пулӑшатӑп тесе шутлатчӗ, ҫавӑ мана унтан йӗрӗнтеретчӗ, анчах кӳрентерместчӗ; йӗрки ҫавӑн пек ӗнтӗ: пурте вӑрлаҫҫӗ, хуҫа хӑй те ҫынӑнне илме юратать. Ку ӗҫе вӑрттӑн тӑвас пулать. Авланиччен эпӗ ытти ҫынсем пекех пурӑннӑ, урӑхла каласан, аскӑнла пурнӑҫпа пурӑннӑ, ҫав хушӑрах, аскӑнла пурӑннӑ пулин те, хамӑр йышши ытти мӗнпур ҫынсем пекех, йӗркеллӗ пурӑнатӑп пуль тесе шутланӑ. Берсенев кивӗ те пӗчӗк диван ҫине вырнаҫрӗ; Елена ун ҫумче ларчӗ, хуҫа арӑмӗпе хӗрачи алкумне тӗршӗнчӗҫ. — Хуть мӗнле, анчах улталамалла, ура явмалла мар. — Ну вӑт, — терӗ Бак. — Юнлӑ тавӑру — акӑ мӗн вӑл: пӗр-пӗр ҫын тепӗр ҫынпа вӑрҫса каять те ӑна вӗлерет, вара вилнӗ ҫыннӑн пиччӗшӗ лешне тытса вӗлерет, унтан вӗсен пиччӗшӗсем пӗр-пӗрне вӗлереҫҫӗ, вӗсемшӗн вара иккӗмӗш сыпӑкри пиччӗшӗсем ҫапӑҫӑва тухаҫҫӗ, пурте вилсе пӗтсен тин хирӗҫӳ вӗҫленет. Чӑнах та тӑххӑр ҫеҫ, — тет вӑл, — сӗр ҫӑтмансене татах шутлама лекет! Унта ҫатан авса тунӑ пӗчӗк пӳртсенче куҫса ҫӳрекен туземецсем вӑтӑр ҫынна яхӑн пурӑннӑ. Вӗсем, ҫарантан ҫарана куҫса ҫӳресе, ӗне, сурӑх, вӑкӑр тата лаша кӗтӗвӗсене кӗтнӗ. Старик аллине кӑвак пиртен ҫӗленӗ вӑрӑм аркӑллӑ, пӑхӑр тӳмеллӗ тумтир тытнӑ, кунсӑр пуҫне вӗсем иккӗшӗ те чыхсах тултарнӑ йывӑр саквояжсем йӑтнӑ. — Ҫук, хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр, эсир вӗт тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах тавҫӑраканскер! Каллех тавралӑх тӗттемленсен, пиратсем шутсӑр хӑраса ӳкнипе пӗр-пӗрни ҫумне тӗршӗнсе ларчӗҫ. — Вӗсем сире кӗтеҫҫӗ. Туратсем хушшинче виҫӗ тӗслӗ ялав ҫӗкленчӗ. Артура эпӗ вӗлертӗм текен шухӑша вӑл хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ; ҫав йывӑрлӑха пула унӑн чунӗ ытла та нумай асап тӳснӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл халӗ йывӑрлӑх пусса ӳкересрен хӑраман. Степа ҫавӑнтах тайкалана-тайкалана кайса ларчӗ. Гокинс, ҫав шӑнкӑрава шӑнкӑртаттар-ха. Кивелнӗ халӗ килӗшмест вӑл, унран кирлӗрех ӗҫсем те пур. Хуйхӑ тумӑп эпӗ саншӑн. Унтан, тенкел ҫинчен тӑрса, кӗскен:— Тумлан!.. — тенӗ. Юрать-ха тата вӑл ман карланкӑ патне ҫитеймерӗ, ярса илнӗ пулсан, пӗр-икӗ хутчен пӑвнӑ пулӗччӗ те, вара хайхи Щукаре вилнисене асӑнмалли кӗнеке ҫине ҫыр та хур пулатчӗ. Ҫак ҫаврашка вара тӗнчен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫлӑхӗнче вӗҫет. Часах питех те хӑрамалла сӗм-тӗттӗм пулса тӑнӑ, ниҫта та ҫутӑ пулман. Ҫапла пулса тухать ӗнтӗ: Сладкопевцева тенӗ хӗр Назаровӑпа, эсир савнӑ хӗрарӑмпа, паллашса пурӑннӑ. — Манӑн хулпуҫҫи ҫинче пуҫ пур-ха, ҫавӑнпа та эпӗ сквайр енне ҫаврӑнма шут тытрӑм. Аҫа йытӑ вӑл нимӗн ӑнланман ирсӗр чун кӑна. Тусне курасшӑн вӑл! Вӑл мӗнпур пек апат-ҫимӗҫ каяс ҫӗре ҫитме ҫителӗклех пулас ҫуккишӗн хӑрама пуҫларӗ. Сасартӑк лаша чарӑнса тӑнӑ, Миките сӑмсипе малалла тирӗнсе кӑштах анса ӳкмен. — Манӑн шӑллӑм тарчӗ. Катя аллине сулать, карчӑксем вара пуҫӗсене илемлӗн сулаҫҫӗ. Эпӗ пӗр вырӑнтах хытса тӑтӑм: ӑна тӳрех ӑнланаймарӑм. Е ӗҫсе чыхӑнать; ӗҫессе те вара, ҫын пек мар, темӗнле урӑхла ӗҫет. — Мӗншӗн кунта халӑх нумай тата? Мӗнле хӗрарӑм пурӑнать-ши Валя хваттерӗнче? Ҫул ҫинчи ҫухрӑм юпи пек чӑсланкӑскер, вӑл лаши утнӑ май ҫӳлелле сиккелесе пырать, сиккеленӗ хушӑра унӑн жидсем тӑхӑнакан ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухса тӑракан вӑрӑм та кӑтра ҫӳҫӗ саланса вӗҫкеле-вӗҫкеле илет. Тепӗр чухне, Карл Иваныч диктовка листине тӳрлетнӗ хушӑра, пуҫа чиксе ҫав еннелле пӑхатӑн та аннен хура ҫӳҫне, хӑшӗн те пулин ҫурӑмне асӑрхатӑн, унта калаҫнине, кулнине илткелетӗн; унта пулма юраманнипе тарӑхса каятӑн та: «Хӑҫан эпӗ ҫитӗнсе ҫитӗп-ши, вӗренсе пӗтерӗп-ши тата, диалогсемпе муталанма пӑрахса, яланах хам юратнисемпе кӑна ларакан пулӑп-ши?» — тесе шухӑшлатӑн, тарӑхса хурланма пуҫлатӑн, вара, тур пӗлет мӗншӗнне-мӗнне, тарӑн шухӑша путатӑн та Карл Иваныч йӑнӑшсемшӗн ҫиленсе мӗн каланине те илтми пулатӑн. — Джемма, чунӑм, — терӗ Мартини кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — ҫав хурлӑхлӑ ӗҫ сире нивушлӗ ӗмӗрех хӑратса ҫӳрӗ ӗнтӗ? — «Э, пурӗ-пӗрех: пурте вӗшем пӗр минералогинчен…» Картусне палуба ҫине пӑрахса, подрядчик, пуҫне пӗлӗт ҫинелле каҫӑртнӑ та вӑраххӑн кӑна сӑхсӑхма тытӑннӑ. Кашни кунах, вахтӑна пӗтерсен, вӑл ҫара уран, тарланӑскер, нефтӑпа вараланса пӗтнӗскер, пиҫиххисӗр йӗпе кӗпепе, ҫӑра кӑтра ҫӑмлӑ кӑкӑрне йӳле ярса, кочегар люкӗнчен ҫӳлелле тухатчӗ, ҫавӑнтах вара унӑн пит уҫах мар, пӗр пек тикӗс сасси палуба тӑрӑх юхма тытӑнатчӗ, сӑмахсем ҫумӑр тумламӗсем пек тӑкӑнатчӗҫ. Ӗнтӗ ҫул ҫине тухнӑранпа сехет ытла иртнӗ. — Ухмах, пакша вӑл! Вӑл хытӑрах та хытӑрах макӑрать, хӳхле-хӳхле макӑрни унӑн пӗтӗм пӗчӗк кӗлеткине чӗтретет; ҫакӑнпа пӗрлех тата, чӗрине ачаран кӗрсе вырнаҫнӑ мӑнаҫлӑх пурри ӑна ҫак хӗлхеме пусарма хистет. Амӑшӗ, пӑшӑрханса, унӑн сӑмахне пӳлчӗ: — Акӑ, хайхи барыня килсе кӗрет те эсӗ калаҫнӑшӑн мана ятлать-ха… Вӑл кампа таврӑнчӗ тесе шутлӑр-ха эсир? Халь ӗнтӗ Иохим хӑйӗн шӑхличине ҫеҫ юратать, унпа вӑл хӑйӗн киленӳ уйӑхне уявлать. — Давыдов хӗрелсе кайрӗ. — Мӗнех-ха, Устин Михайлович, чӗлпӗре ярса тытрӑн пулсан — халӗ лашана кайса кӑкар. Эпӗ яланах ӗмӗлке тӑрӑх пырса, хӳмен хӗвелтухӑҫ енчи вӗҫне ҫитрӗм те, чи тӗттӗм вырӑнта ун урлӑ каҫрӑм. Анчах вӑл унӑн ҫирӗп, шӑратса тунӑ пек кӗрнеклӗ кӗлеткине, кулса тӑран аслӑ куҫӗсене, тимлӗ шухӑшпа чӑмӑртаннӑ сӑн-питне, Давыдов пухура Нагульнов ҫурӑмӗ хыҫӗнчен ун еннелле пӗшкӗнсе катӑк шӑллӑ ҫӑварӗнчен тутлӑ эрех шӑршипе сывланине, Любишкин сӑмах каланӑ вӑхӑтра: «Партизанӗ ку аван йӗкӗт-ха, анчах эсир ӑна манса кайнӑ, воспитани паман, факт! — Акӑ итле-ха мана, — терӗ Джонни. Анчах хреснашшӗ ӑна хӑйӗнчен хӑварман, вӑл унӑн пусӑрӑннӑ чунне епле те пулсан хӑпартма тӑрӑшнӑ. Ӑна пула, Фома, чӑнах та, ашшӗне пытарас кун тӑна кӗнӗ. Монтанелли лӑпкӑ сасӑпа калаҫрӗ, анчах полковник унӑн сассинче хӑйне калама ҫук хытӑ курайманнине сисрӗ, вара ҫилленнипе унӑн пичӗ хӑмач пек хӗрелсе кайрӗ. Авланнӑ, анчах нимӗн те мар! — терӗ Петӗр хыттӑн. Вӑл ӑна ачана пӑхнӑ пек пӑхать, вӑхӑт ҫитсен апат ҫиесси е ҫывӑрасси ҫинчен астутарать, тӑрантарать, ҫывӑрма вырттарать. Сухаран сывӑ пуҫпа таврӑнас ҫук эсӗ, Агафон, е куҫна ҫапса шӑтарӗ, е уруна каялла ҫавӑрса лартӗ, шӳтлесе тупатӑн-ха эсӗ… Вӑл кӳлӗн ятне хӑйӗн тусӗ географ ҫавӑн пек тӗрӗс мар каланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл, унӑн ятне варалас мар тесе, ҫавӑн пек ят панине хӳтӗлеме тӑрӑшрӗ, анчах тавлашура ҫиеле тухаймарӗ. Мӗн тунӑ эсӗ ӑна? Кирек мӗн тӑвӑр, анчах ялтисем тытса параҫҫех сире. Ҫавӑнпа эскадрӑна каронадӑран персе тивертмелле таран ҫывӑхрах ямалла. — Ку йытӑ каллех кунта, — мӑкӑртатрӗ карчӑк, Фифи ун еннелле хӑюсӑррӑн икӗ утӑм тунине асӑрхасан: Брысь, брысь! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Урӑхла нимӗнле тума та май килмерӗ. Те дворникӗ ҫаксенчен лӳппертерех пулчӗ, те сад тӑрӑх чупса супрӗ тен, таркӑнсене хуса ҫитес шанчӑкне ҫухатрӗ пулӗ, анчах вӑл хӑвалама пӑрахрӗ. Правленире калаҫӑп та, ҫавӑн пек решени йышӑнӑпӑр. Пурӗ те пӗрре ҫеҫ вӑл шыв ҫине юнлӑ кӑпӑк юхтарса тухрӗ те, унтан ӗмӗрлӗхех путрӗ. Пурлӑхӗ мӗн чухлӗ!.. Вӑл икӗ алӑкне те тачӑ хупрӗ, арӑмӗ ҫумнех пырса ларчӗ. Вӑл Рио-Гранде еннелле сиккипе каять, анчах Мексика чикки урлӑ каҫса каяс тесе мар; вӑл хӑйне валли хӳтлӗх унта тупма ӗмӗтленмест — вӑл команчасен вигвамне тарса пытанасшӑн. Эпӗ — тӗшмӗшлӗ ҫын мар, ҫапах та, сирӗн сӑмахӑр нумая пӗлтерессӗн туйӑнать… Ниҫтан чӑтса тӑма пултараймасӑр, ачана вӑл хӑй патне илчӗ те, кӑкӑр ҫумне чӑмӑртаса ҫамкинчен чуптурӗ. Ик пӑрҫа пек куҫҫуль тумламӗсем унӑн пичӗсем ҫине йӑрӑлтатса анчӗҫ. — Ҫук, сэр, ҫук. Ҫав хӑрушӑ минутра мана пӗр хум килсе палуба ҫинчен шӑлса антарчӗ те ҫыран хӗрринелле ыткӑнтарса пычӗ. — Мӗнле план? — ыйтрӗ вӑл. Германире ун йышши профессорсем сахал мар. — Тӗрӗс, тӗрӗс… Ун пек ирсӗре ҫакса вӗлермелле пулнӑ. Тата хытӑрах кулма тытӑнчӗҫ. Чи вӑр-вартараххисем ӗнтӗ хуран тӗпӗнчен ҫӑрараххине, какай татӑкӗсене ӑса-ӑса кӑларма тытӑннӑ. — Ҫапла ӗнтӗ пирӗншӗн паллӑ мар-ха, Татаринов профессор экспедицие шырас теекен ушкӑнӑн ӗҫне пӳлесшӗн пулса мӗне ӗмӗтленнӗ вара? Мӗскӗнӗн йӑл кулса, герцог аллине сулчӗ. — Ӑна ҫав хӑюллӑ шыравҫӑ кӑна мар, — терӗ Сэнди Паттерсон, — Буклей ятлӑ акӑлчан салтакӗ те ҫавӑн пекех каланӑ. Вӑл 1803 ҫулта тӑрса тухнӑ та туземецсен хушшинче вӑтӑр виҫӗ ҫул хушши пурӑнса ирттернӗ. — Ну, каласа парӑр, ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ. Хутран-ситрен карап ҫине таврӑнакан ӳсӗр матрос юрлани илтӗнкелет. Хунарсем тӗтре витӗр тӗксӗм ҫутатаҫҫӗ. Ман ҫине темле алӑ пусса тӑрать. Эпӗ тӗрмери пекех, акӑ халех стенасем ман ҫине ишӗлсе анаҫҫӗ, тейӗн. — Диарбекиртен. Фелим йӗплӗ ӳсентӑран патне чупса ҫитнӗ те ҫара аллисемпех ун туратне татса илнӗ. Эпӗ никама та каламастӑп, эпӗ унта урӑх нихҫан та таврӑнмастӑп. Воропаев Ҫӗпӗр ҫынни пулнӑ. Тинӗсе вӑл чи малтан ҫитӗнсе ҫитсен, Астраханьте, Киров патӗнче чух курнӑ. Вӑл Ольгӑн куҫӗсем хӑй ҫине куҫлӑх витӗр хурлӑхлӑн, ачашланӑ пекех пӑхнине курчӗ, анчах та ку ӑна тарӑхтарчӗ ҫеҫ. Эпӗ ватӑ, эсӗ — ҫамрӑк, эпӗ хӗҫпӑшалсӑр, сан — пӑшал пур. Халӗ калама пултаратӑп: эп сана ун пек мар пулӗ тесеччӗ! — Халех! Ҫав митрополита тӑрӑ шыв ҫине кӑларма вӑл кашни минутрах хатӗрччӗ ӗнтӗ. Мана лектерчӗҫ, Петька тарса ӳкрӗ. Кӗтмелле-ши? Виҫӗ сехет ҫитерехпе ҫул ҫинчи ҫынсем тата тепӗр фортӑн ванчӑкӗсене тӗл пулчӗҫ, ӑна 1770-мӗш ҫулхи пӑлхав вӑхӑтӗнче ҫӗмӗрсе антарнӑ. Ҫак ҫын ӑнсӑртран хай ҫинчен каласа пани мана ҫав тери тӗлӗнтерчӗ. Уйрӑммӑнах хӗрӳллӗн амӑшӗ ӑна купец тӑвасшӑн пулни ҫинчен каларӗ; анчах вӑл художник, музыкант, юрӑҫӑ пулма ҫуралнӑ, куна вӑл пӗлет, питӗ лайӑх пӗлет; унӑн чӑн-чӑн пултарулӑхӗ — театрта; Панталеоне те ун майлӑ тӑрать, анчах Клюбер господин амӑшӗ майлӑ, амӑшӗ ун сӑмахӗнчен тухаймасть: ӑна купец тӑвас шухӑша та малтан Клюбер господин панӑ, Клюбер шучӗпе купецран чаплӑ ят тӗнчере те урӑх ҫук иккен! Ҫак ҫиппе курсанах, эпӗ савӑнса кайрӑм. — Петр, ара. Степа тутӑ та, унӑн ҫавӑнпа вылясси килет. Вӑл темскерле тӗлӗнмелле те хӑрамалласкер. «Ҫавӑншӑн килтӗм те сан патна, — терӗ тимӗрҫӗ, тепӗр хут пуҫ тайса, — шуйттан патне сансӑр пуҫне никам та ҫул пӗлмест пулӗ, тетӗп». Унсӑрӑн, туршӑн та, пирӗнтен хӑшне те пулин ырӑ мар пулӗ, эпӗ сана ҫапла калатӑп. Ӗнтӗ мана черет ҫитрӗ. Боцман, кит хӑш енчен тапӑнассине тӗрӗс тавҫӑрса илсе, вельбота картах айккинелле ывӑтрӗ, кит вара вӗсене тӗкӗнеймесӗр хытӑ ишсе иртсе кайрӗ. Карл Иваныч ман патӑмран кайсан, эпӗ, вырӑн ҫине тӑрса ларса, урана чӑлха тӑхӑннӑ вӑхӑтра куҫҫуль кӑштах иксӗлчӗ, анчах курман тӗлӗк хускатнӑ усал шухӑшсем сирӗлсе пӗтмерӗҫ-ха. — Ҫавӑн пек ӗҫсӗр пуҫне эпӗ урӑх ним тума та юрӑхлӑ мар! — терӗ Николай, хулпуҫҫине хутлатса илсе. Вӑл тата та темскер каласа хурасшӑнччӗ, анчах, Панкратов пурин шухӑшне те палӑртнине сиссе, чарӑнчӗ, вара мӗн пур ҫиллине Тоня ҫине куҫарчӗ. Кала! Асламӑш ӑна аллинче сиктерсе йӑпатма тытӑнчӗ: — Ҫывӑр, пепкеҫӗм, паппа ту, ҫывӑрмасан ак тӗрӗксем килӗҫ те илсе кайӗҫ! Пӗчӗк утрав хӑйӗн кӗлеткипе чӑнласах та пысӑк кит евӗрлех курӑнса выртать, унӑн пуҫӗ тинӗс ҫинчен вунӑ чалӑш ҫӳллӗш хӑпарса тӑрать. — Африка!.. Вӗсене ҫиелтен рубин тӗслӗ эмальпе витнӗ. Мӗн пирки тытӑнса тӑрать пулать вӑл? Санин хӑйӗн тусӗн шухӑш-кӑмӑлне ӑнланчӗ, ҫавӑнпа йӑл ӑна ыйтусем парса аптратмарӗ; чи кирлисем ҫинчен ҫеҫ ыйтса пӗлчӗ. Ҫавна вӑл хӑтӑлса юлмалла мар вилӗм хӑратнипе тӑвать. Анчах, калас пулать, кун пек хушни кирлех те пулман, мӗншӗн тесен, ректор тата профессор-монахсем хулӑсемпе пушӑсене хӗрхенсе тӑман, час-часах ликторсем вӗсем хушнипе хӑйсен консулӗсене калама ҫук хытӑ ҫаптарнӑ, лешсем вара хӑйсен шӑлаварӗсене темиҫе эрне хыҫкаласа ҫӳренӗ. — Сутатӑп пулсан — сана аллӑ тенки, унтан ытлашшийӗ вара — манӑн! А эс, — эс мӗскер? — Ӑҫталла тӗллесе кӑтартать вӑл хӳрепе? — тӑрӑхласа ыйтрӗ Банник. Ҫывӑхрах салтаксем хыпаланса ҫӳреҫҫӗ. Володя халичченхи пекех аван вӗренчӗ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн та яланхиллех хӗрачасемпе кула-кула калаҫрӗ. Чӑнах та, чӳречерен уртӑнса пӑхсан, вӗсем хуҫисен пӳртӗнче яланхи пек мар ӑшаланса-хыпаланса ҫӳренине курчӗҫ. Эх, ватсупнӑ! Пирӗн характерсем пӗр пек марччӗ. Ниепле те вӗҫерӗнейместӗн, кирлех пулин пӗтӗм сӳрине сӗтӗрсе каятӑн, тӗрӗс-и? Пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те, Ннколай алӑк патӗнче тӑрса: — Вӗсем хушшинче — хӑлха чикки паракансен аллисене ҫулакансем, тата кама хӑлха чиккинчен ҫапаҫҫӗ — ҫавсен юнне ӗҫекенсем, — акӑ, камсем вӗсем хушшинче! — терӗ. Тахӑшӗ, Алексее юрама тӑрӑшнӑ пек, ӑна ҫивӗч платник пуртти тыттарнӑ, вара шӗвӗр янахлӑ Алексей, ҫӳлелле сиксе илсе, малтан упан пӗр урине, унтан тепӗр урине касса татнӑ. Инҫетре тата вырӑс упи хускалать… Ӑна темиҫе уйӑхран ирӗке кӑларчӗҫ, унтан вара, ик-виҫӗ ҫул иртсен, ӑна арестлесси ҫинчен ҫӗнӗрен приказ кӑларнӑ хыҫҫӑн вӑл Англие тарчӗ. — Давыдов ӳсӗрсе илчӗ. Атте вилни. Унтан юрлакан ҫумне тепри хутшӑнать, акӑ ӗнтӗ пирӗн тӑвӑр шӑтӑкӑн пӑчлӑхӗнче икӗ сасӑ хуйхӑллӑн чӗтренет. Сӗтел хушшине ларнӑ чух кукамӑш те, мӑнукӗ те хӗрес тавраш хывмарӗҫ. — Хамӑн пурнӑҫра эпӗ кун пеккине курман. Пичӗ кӑна темӗнле тарласа тӑрать ун, шыҫмак питлӗ вӑл, ҫавӑнпа та ун пӗчӗкрех кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ курӑнаҫҫӗ (сӑра ӗҫсе тултарнипе шыҫӑнса кайнӑ тейӗн ӑна), питӗ таса мар вӑл, ҫуланса ларнӑ сайра ҫӳҫӗсенчен пуҫласа темӗнле горностай тирӗнчен ҫӗлетнӗ туфли тӑхӑнса янӑ урисем таранах таса мар, ҫавӑнпа кӑна кӑмӑла пистерет вӑл. Пирӗн ӗҫсем ахаль те кунта ытлашшипех ӑмсанмалла мар. Вӗсем вара иккӗшӗ те пушмакӗсене хыврӗҫ. Ҫара урасемпе шыв хӗрринчи нӳрӗ, ӑшӑ хӑйӑр ҫине пуснипе вӗсене ҫав тери ирӗклӗ те савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ, ҫавӑн пирки вӗсен чупас, кутӑн-пуҫӑн чикеленес, курӑк ҫинче йӑваланас килчӗ. Пӳлӗм урлӑ каҫакан хӗвел пайӑркисен ҫуттинче эрех сенкер тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑчӗ. — Часах та мар-и тен. Анчах сӑмаварта шывӗ пулман та, ҫавӑнпа хуҫа арӑмӗ урӑх тултарса паман. Николай Петрович тӗлӗнсе кайрӗ: вӑтанакан тата сӑпай пулнӑ Феничка виҫҫӗмӗш ҫын умӗнче нихӑҫан та ун патне пырса ачашланман. — Мӗнле вӗсенче мар? Камра-ха вӑл апла? Хӑйне хӑй аран лӑплантарса, Лозневой хӑйӗн картти ҫине паллӑ тума тытӑнчӗ. Ҫулӑм, аялтан ҫунса хӑпаракан курӑк тӑрӑх пырса, ҫӳлти хута чупса ҫитрӗ. Унта, улӑм тултарнӑ мачча ҫийӗнче, вӑл хӑй валли ҫителӗклӗ апат тупрӗ, ӑна ярса илчӗ. Халӗ пӗтӗм мачча ҫийӗ ҫунать. Ҫулӑм ташлать, ҫулӑм хавасланать. Боримечкӑн упапа ҫапӑҫса тӳснӗ суранӗсене курсан, Огняновӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе кайрӗ. Вӑл унта каникула мӗншӗн килейменни ҫинчен те ҫырнӑ: вӑл экскурсинче Ленинградра пулнӑ-мӗн. Унӑн шайкки йӗркеленсе, крепӑҫран тухса кайрӗ. — Халь ӗнтӗ сирӗншӗн паллӑ пулма кирлӗ, господин капитан, — терӗ Митман, — эпӗ сире малалла илсе кайма пултараймастӑп. Акӑ тӑрать те тӑнлама пуҫлать Соломон. Хӑрах куҫлӑ каччӑ сасартӑк бубенне янӑравлӑн ҫапрӗ, унӑн сӑранӗ тӑрӑх пӳрнисемпе хыттӑн сӑтӑрчӗ, бубен йынӑшса, кӗрлесе кайрӗ. Тахӑшӗ, шӑхӑрса, икӗ ретлӗ хут купӑс тӑсса ячӗ. Ҫав самантрах пӳлӗм варринче кӗрнеклӗ те кӑтра ҫӳҫлӗ Степаша Барский, — ҫураҫнӑ хӗр енӗпе тӑратнӑ кӗҫӗн кӗрӳ — музыка ҫеммипе кӑшкӑрса ҫаврӑнкалама, тӑпӑртатма тытӑнчӗ: Ай-хай хӗрсем, сар хӗрсем. Куҫҫульне шӑлкаласа, Марыся алӑк урати ҫине ларчӗ. Табаксем ӳсес ҫук, виноградниксем тума ытлашши ҫӳлте, маслинӑсем лартма вырӑн хӑвартӑмӑр. — Этем ӗмӗчӗсем виҫесӗр, унӑн вӑйӗ — нихҫан пӗтес ҫук! — Илсе кай ӑна, — терӗ Зинаида горничнӑя лӑпкӑн, ура ҫине тӑрса. Вӗсене шыраса ҫӳремешкӗн, питех хӑрушӑ та, тата нимӗн усси те пулас ҫук, ҫухалнӑ ҫынсен пурӑнӑҫӗнчен те ытларах теприсем сиенле пулӗҫ, терӗҫ вӗсем. Анчах часах мана Лист тата Калькбренер шӑл ҫемми пулманнине туйрӑм та Катенькӑна хӑваласа ҫитме май ҫуккине куртӑм. Унта хутланакан лутра пукансем ҫинче няньӑсемпе амӑшӗсем кӑкӑр ачисемпе лараҫҫӗ. Вӗсем ҫине акӑ мӗн пичетленӗччӗ: Шекспир ҫӗнӗрен чӗрӗлни!!! Вӑл ӗнтӗ сапёрсен взвочӗн командирӗ пулнӑ иккен. Анчах унӑн взвочӗ халь ҫапӑҫман. Вӑл мирлӗ ӗҫре ӗҫленӗ. Вӑл Сталинград хулине юсанӑ. — Вӗрент, мучи. Кун пек сыхланмасан, канат ҫийӗнчех пӗтнӗ пулӗччӗ, вара сулӑ уҫӑ тинӗселле кайӗччӗ. Унта, сӗмлӗхре, лӑпкӑ шыв тӑрӑх, ҫыран хӗрринчен шалалла туртӑнса, шывӑн тӗп юхӑм ҫулӗ патнелле пӗчӗкҫеҫ утрав юхнӑ, ҫав утрав ҫинче ҫынсен тӗксӗм мӗлкисем ӑшталанса ҫӳренӗ. — Сан лашуна пӗрремӗш хут курнӑ чух, — терӗ Азамат малалла, — вӑл сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса, айӑнта ташласа ҫеҫ тӑратчӗ, чӗрни айӗнчен вут сирпӗнсе вылянатчӗ, ҫавӑнтан вара хама та паллайми пултӑм эпӗ, мана нимӗн те илӗртми пулчӗ: аттен чи лайӑх урхамахӗсем ҫине эпӗ те йӗрӗнсе пӑха пуҫларӑм, вӗсене утланса тухмашкӑн та намӑсчӗ, йӑлтах хуйха кайнӑччӗ-ҫке эпӗ, кунӗ-кунӗпе чул ту ҫинче кулянса лараттӑм, минутсерен тенӗ пек ман ума санӑн хура урхамаху хӑйӗн илемлӗ уттипе, ҫӗмрен пек тӳрӗ, яка ҫурӑмӗпе тухса тӑрсассӑн туйӑнатчӗ; вӑл сӑмах каласшӑн пек, вичкӗн куҫӗсемлӗ мана куҫран пӑхнӑ пекчӗ. Вӑл ҫавӑн пек пӑхнине Горева ӑнланчӗ, анчах хӑйӗн ывӑннӑ, пӗр хӗлхемсӗр те нимӗн пӗлтерӗшсӗр куҫӗсене Голышев ҫинчен илмерӗ. Пирӗн халӗ мӗнле ҫул тытмаллине суйласа илмелле: пурин те пӗрле япаласене хыҫран сӗтӗрсе икӗ ушкӑна уйрӑлса пӑр тӑрӑх каймалла, пӗр ушкӑнӗ — йӗлтӗрсемпе пӑр тӑрӑх шумалла, тепӗр ушкӑнӗ, пилӗк ҫын, пӑр аяккипе кимӗпе ишмелле пулать-и? — Мӗн терӗн эсӗ? — ӑнланмасӑр ыйтрӗ Лиза. Манӑн атте ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнатчӗ, мана та мӗн пӗчӗкренпех хуҫалӑхра ӗҫлеме вӗрентнӗ, анчах эпӗ хуҫалӑхшӑн ҫунса хыпман, хуҫалӑх маншӑн ниме кирлӗ мар япала пулнӑ. Вӑрҫӑран таврӑннӑ граф салху, арӑмӗ вилнӗшӗн вӑл калама ҫук хуйхӑрать. — Ҫук, апла юрамасть, Нагульнов юлташ! — пӳлчӗ ӑна Давыдов, сассине хытарса. — Улпута тав ту ӗнтӗ, — терӗ исправник. Унӑн айӑккипе кӑшт леререх пӗчӗк шыв юхса иртет. Ҫакна пула вара хӗвелтен ӑшӑпа ҫутӑ илсе тӑракан ҫӗрпе ытти пур планетӑсем те пӗтсе лармалла. Ялан ҫакнашкал катастрофӑсем пулассине кӗтсе, лапутянсем ҫав териех сехӗрленсе ӳкнӗ, вӗсем хӑйсен кровачӗсем ҫинче те лӑпланса ҫывӑраймаҫҫӗ, кулленхи пурнӑҫӗпе те килленсе пурӑнаймаҫҫӗ. Пӗлтӗр Володя хӑй юратнӑ хӗрӗн кошелекне чуптунине аса илсе, эпӗ те ҫапла тума хӑтланса пӑхрӑм, вара чӑнах та, каҫпа пӳлӗмре пӗччен чух чечек ҫине пӑха-пӑха ӗмӗтсемпе йӑпанма тата ӑна тута ҫумне тытма пуҫласан, кӑмӑл темле ыррӑн ҫемҫелсе кайнине, хам юратнине туйса илтӗм; ҫакӑн хыҫҫӑн юрататӑп тесе темиҫе кун хушши шухӑшласа ҫӳрерӗм. Ҫав шалчасем — пирӗн туссем: вӗсем пирӗн алӑсене ҫирӗплетеҫҫӗ, урасене вӑрӑмлатаҫҫӗ. Эсир калӑр-ха мана, кунта эпир кама кӗтетпер? Куҫне ҫутӑ хӗлхемсемпе ҫиҫсе тӑракан тӗтре карса илнӗ. Паллах, чирлӗ ачана йӑтса пыма никам та ӳркенмӗ. Палламан ҫын чӳрече патнерех ҫывхарчӗ. Хӳшӗ патӗнче темле пысӑк ӗҫсем пуҫланнӑ пулмалла. Ура! — кӑшкӑрчӗҫ матроссем. Пугачев мана курсассӑнах палларӗ. Вӑл, ҫӗтӗк диванӗ ҫинче салхуллӑн, йӗпе автан евӗр кӑмӑлсӑррӑн, ним тума пӗлмесӗр ларса, хӑйӗн тӗлӗкне йӑлтах аса илчӗ. — Шӑтӑкӗсене сӳспе питӗрме пулать. Таҫта алӑк шалтлатрӗ. Эрб-ан-Пайль ферминче ҫапӑҫу пырать. Лашасемпе вӑкӑрсем те ҫавӑн пекех аван пыраҫҫӗ. Унтан вара унӑн пӗтӗм ӗҫне «ӗҫ воспитанине парас идейӑна вӑл арпаштарса пырать» тесе хакламалла. — Ҫапла, Эдуард, кусем Грант капитан ачисем: мисс Мэри Грант, тепри унан шӑлнӗ Роберт. Крепоҫ хыҫӗнчи слободкӑра пурӑнакансем йышлӑланчӗҫ; манӑн хваттертен темиҫе утӑмра, тӗмеске ҫине туса лартнӑ ресторацире, икӗ рет тополь хушшипе каҫсерен ҫутӑ курӑнать; унта ҫур ҫӗр иртичченех стакан сасси янрать. Джемма килни ҫинчен пӗлтерсенех чаплӑ литераторсем савӑнса кайрӗҫ. Литераторсем Джеммӑна питех те хисепленӗ, ҫавӑнпа та радикаллӑ журналистсем вӑл алӑкран кӗрсенех ун патне чупса пычӗҫ. Хӑтарӑр ӑна! — тесе кӑшкӑрса янӑ амӑшӗ. Вӑл пасарӑн питӗ нумай юласем ҫинче тытӑнса тӑракан лупас айне кӗрсе вырнаҫрӗ. Калаҫҫӗ: кай ҫӗр улми купалама — савӑнмастӑп, анчах каятӑп. Сӗтӗрӗх ӑна, тӑванӑм, сӗтӗр! — Вылка Иван. Кунсене вӑл тӑтӑшах кровать ҫинче выртса ирттере пуҫларӗ. Тем тӗрлӗ чее пулсан та, ҫӑвара карса юлатӑнах. Хӑвах шухӑшласа пӑх, Корчагин юлташ. Ҫав тери кулӑшлаччӗ ҫынсене ҫӳлтен пӑхмашкӑн: вӗсем темле пуҫхӗрлӗ ҫӳренӗн туйӑнатчӗҫ. Каллех чӗнетпӗр, ҫапӑҫусенче пулнисене тата пӗрле терт-асап курнисене аса илетпӗр, ӳкӗтлесе калаҫатпӑр, ытах та вӑл пирӗн ҫула пӳлме тытӑнсан, буржуйланса кайсан тата тӗнчери революцие кӗтсе тӑрасшӑн мар пулсан, эпир хӑйне таптаса тӑкса ҫӗр айне путарса лартассипе те хӑрататпӑр. — Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл, пӗчӗк катӑк сахӑр катса илсе: — ман ҫине те, манӑн карчӑкӑм ҫине те вӗсен нимӗншӗн те ӳпкелешмелли ҫук пек туйӑнать. — Ара эпӗ, сӗт кирлӗ мар-и, тетӗп-ҫке? — терӗ карчӑк, хӑраса ӳкнипе каялла чакса. — Вӑрман леш енчен кӗтӳҫӗ шӑхличин сасси илтӗнет, — тетчӗ вӑл. — Ҫичӗ сехетре улшӑнатпӑр-ҫке. Татӑлса кайнӑ ҫипӗн тата тепӗр татӑкӗ сыпӑннӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем ун ҫине темиҫе минут хушши чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗҫ. Вӑл сывлӑшра ҫӳлӗ ҫӗкленсе вӗҫет те ҫӗр ҫинех ӳкет. Анчах ку ҫурма-инкек кӑначчӗ-ха. Халӗ ӗнтӗ унӑн сӑмахӗсем кӑкӑртан ирӗклӗн тухнӑ, вӑл хытӑ мар, анчах вӑйлӑ калаҫнӑ, хӑйӗн калаҫӑвӗ ӑна хӑйне те кӑмӑла килнӗ. Вӑйлӑ юхӑм ӑна каялла сӗтӗрет, анчах Ӑмӑрткайӑк юхӑма ҫӗнтерсе малаллах ишет. Ытла хытӑ туртнипе, Давыдов лаши, хӑяккӑн утса, шӑналӑк ҫине пырса кӗчӗ, вара, ури айне темле япала лекнипе сехӗрленсе, чӗвен тӑчӗ, айккинелле инҫете сиксе ӳкрӗ. Киревсӗр ӗҫ туса, ӑна тӳрлетрӗ. Ҫын кӳренме пултарать. Вара вӑл хӑй халь кӑна райкомра мӗн илтни ҫинчен каласа пачӗ; Америка тата Англи карапӗсем килессе кӗтеҫҫӗ, райкомра аякран килнӗ ҫынсем нумай-мӗн, Корытов, Воропаев халӗ те килсе ҫитейменнишӗн ҫиленсе, темиҫе хутчен те ун ҫинчен ыйта-ыйта пӗлнӗ-мӗн. Ҫав пӗтӗм историре хӑйӗн ролӗ мӗнле пулнине те вӑл кӑтартса памасть. Вӑл лассо вӗт! Мӗнпе мухтанать-ши вӑл тата? Площадь пушанса юлчӗ. Литке, хыпалансах хутсене пухса, пӳлӗмрен тухса кайма хатӗрленет. Сӑрласа илемлетӗп! Эпӗ хамӑн шухӑш-ӗмӗтсемпе самолет ҫине ларса Скотт, Шеклтон, Роберт Пирисем хыҫӗнчен вӗҫетӗп. Паян эпӗ Ярославле каятӑп, унта манӑн Катя январь уйӑхӗнчех эвакуаципе тухса кайнӑ. — Ну, турӑ пулӑшнипе, ҫакӑнтан пуҫлӑпӑр, — терӗ Паляныця, ҫӗре сиксе анса. Унӑн тути хулӑн, шӑлӗсем шултра, аллисем хура ӗҫре ӗҫлекен рабочисенни пек пысӑк, куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑнӑ; куҫхаршисем хаяррӑн пӗркеленнӗ, анчах ҫӑварӗ вӑл ырӑ ҫын пулнине палӑртнӑ. Эсир мана тэлэнтэрэтэр!.. Пухӑва пынисем хӗҫпӑшала вӑрттӑн турттарса килес тата ӑна усрас ыйтусене тӗплӗн сӳтсе явма пуҫларӗҫ. Ара епле каҫас мар: пӳрт патӗнчен пӳрт патне ҫирӗм утӑм каймалӑх ҫук, ҫырма урлӑ чӑхӑ утса каҫма пултарать. Давыдов васкамасӑр шывне тӑкрӗ те пӗлес килнипе ҫунакан гражданина йывӑр юман шайккӑпа кукша пуҫӗнчен шаплаттарчӗ. — Тӗлӗнмелле, — терӗ генерал сасартӑк, шухӑша кайнӑн, — ытти йывӑҫсен ҫулҫисене мӗнле япаларан тунӑ — сирень ҫулҫисене те ҫавӑнтанах тунӑ темелле. Ҫанӑн пек сӑмахласа хӑтланнисем мана хӑюллӑн калаҫнӑ пек туйӑнатчӗҫ, вӗсем мана тыткӑнах илетчӗҫ. Конго вӑррине кӗрекен карапсем ҫине ларма, ҫапла майпа хӑй пӗрре кӑна мар ирӗксӗр хӑна пулса курнӑ португали ҫыннисем пурӑнакан ялсенчен, каторга тӗрмисенчен пӑрӑнса иртме шутларӗ-ши вӑл? Деренков хӑй усӑ кӑтартса тӑракан ҫынсем тав тӑвасса кӗтмен, анчах та вӑл хӑй ҫине лайӑхрах, туслӑнрах пӑхасса тивӗҫлӗ пулнӑ. Патша умӗнче хам куҫран ӳкни ҫинчен нимӗн те шарламарӑм. Ҫав хутсене шырӑр, вулӑр, начальствӑпа пупсене ан ӗненӗр, сирӗн валли чӑнлӑх илсе пыракансене вӗсем — турӑсӑрсемпе пӑлхавҫӑсем, теҫҫӗ — ан ӗненӗр вӗсене. Манпа юнашар Динго?!. Ан та кала ҫав, Испанирен таврӑннӑ летчикчӗ те ҫинчен тата Хӗрлӗ Ялав орденӗпеччӗ-ҫке! Король мана тимлесе итлерӗ. Ывӑл — касса илнӗ ҫӑкӑр чӗлли. Вӑл ӑмӑрткайӑк пек: шухӑшларӗ — вӗҫсе килчӗ, шухӑшларӗ — вӗҫсе кайрӗ; анчах эпир иксӗмӗр, ҫӗрӗк ҫинчи кӑмпасем пек, ларатпӑр юнашар, вырӑнтан та хускалаймастпӑр. Кӑвайт патне ҫитерехпе вӗсем уйрӑлчӗҫ. — Ансӑр-и? Чӑнах та, мӗнле литератор пултӑр манран? Коридорсем тӑрӑх ҫынсем чупаҫҫӗ. Этем ӑшӗнчи сывлӑш сарӑлса пушлӑха тухма тӑрӑшнине пула унӑн ӳпки тата шалти ытти органӗсем тӳрех ҫурӑлса кайнӑ пулӗччӗҫ. Пӗтрӗ ӗнтӗ! Сана ӑна шел мар-и… хӑшпӗр чухне? Вялов, ун ҫине пӑхса илсе, малалла утрӗ. Эсир манӑн хӗре элекрен хӳтӗлерӗр, уншӑн пурнӑҫӑра хӗрхенмерӗр, перӗшни те… Темӗнле ватӑ моряк Черчилль боксер пулни тата вӑл вӑрҫӑ пуҫланас умӗн кӑна ринг ҫине тухма пӑрахни ҫинчен тупа туса ӗнентерет. Ну, итлесемӗр ӗнтӗ. Ҫакӑн пек тума йышӑннӑ: тӗпӗр ирхине, турӑ ӳтне илсе тухакан кӗлле пухӑннӑ халӑх крепость патӗнчен иртсе кайнӑ вӑхӑтра, Мартини халӑх хушшинчен тухать те полковнике тӳрех персе вӗлерет. — Эпӗ Ла-Тург замока пӗлетӗп-и? — Лоцман халь ҫӗнӗ ӗнтӗ пирӗн, — пӗлтернӗ Фома. Пӗр-пӗр ҫитес кун… Тӗрӗсрех каласан, пӗр-пӗр каҫ леҫсе паратӑн. Больницӑра хӑрушӑ-и? Офицер шухӑша кайрӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗме вӗҫсе кӗнӗ пек кӗретӗп. Хӑй пианино каланӑ чухне ывӑлӗн пичӗ ҫинче чун ыратни палӑрнине аса илчӗ вӑл, унӑн куҫӗсенчен вӗри куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ, кӗҫ-вӗҫ ӳлесе йӗрсе ярасран хӑйне хӑй аран тытса чарчӗ. Уэлдон миссис картта ҫинелле пӗшкӗнчӗ. — Ҫапла, ку тӗрӗсех, халӗ вӑл начар пӑхать. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те — эпӗ унӑн куҫӗсенчен ҫутӑ тата ӑссӑрлӑх тухнине асӑрхарӑм. — Пит ҫӳлелле ҫӗкленсе ҫӳретӗн эсӗ, Клещов! — тарӑхса калать трактир хуҫи. Эпӗ, сӗтел айне кӗрсе, ашӑк аркине ҫӗклерӗм те чи аялти хулӑн пӗренене пӑчкӑпа татма тытӑнтӑм, — хама тухмалӑх шӑтӑк тӑвас тетӗп. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм те, чӗрем лӑпланчӗ. Сӗтел ҫинче опиум кӗленчи, анчах вӑл пуш-пушах. Олейник сӑмахне вӗҫлерӗ: — Ну, шухӑшла эппин! «Мӗн тума тӗкӗнмеллеччӗ? — Ай, турӑ, иртнӗ эрнере ҫеҫ вӑл сып-сывӑччӗ! Вӗсен хушшисемпе разводящисем ҫӳрерӗҫ, часовойсем тӑрата-тӑрата тухрӗҫ, караул улӑштарассисем пула-пула иртрӗҫ; унтер-офицерсем постсене тӗрӗслерӗҫ, хӑйсен салтакӗсен пӗлӗвӗсене сӑнас шутпа, чееленсе, часовойран е винтовкине вӑлтса илме тӑрӑшрӗҫ, е ӑна вырӑнӗнчен куҫма хистерӗҫ, е, сыхласа тӑма тесе, ун умне пӗр-пӗр япала, ытларах чухне хӑйсен карттусӗсене, тӗке-тӗке пачӗҫ. Час-часах эпӗ ҫуртӑн тӗксӗм мӗлки хӳттинче йӗпе курӑк тӑрӑх йӑпшӑнса утса, малти пӳлӗм чӳречи умне пыратӑп та, арҫын ача харлаттарнине, хӑйне никам та илтмест тесе шутлакан Фока ӗхӗмлеткеленине, ватӑлнӑ ҫын сассипе вӑрах, вӑрах кӗлтунине сывлӑша ҫавӑрса ямасӑр итлетӗп, ҫапла вӑрттӑн итлессине хумхантаракан савӑнӑҫ вырӑнне хуратӑп. Ҫапах та тӑлӑп пырса выртрӗ. Каури вулли ҫӗртен пуҫласа пирвайхи тураттисем патне ҫитиччен ҫӗр фут тӑршшӗне ҫитет. Манпа приказчик хушшинчи пурӑнӑҫ йывӑрланса ҫитнӗччӗ, — вӑл мана питех те кураймастчӗ, ман та ӑна курас килместчӗ, анчах эпӗ ӑнланса илесшӗнччӗ: мӗншӗн-ха вӑл манпа ҫав тери килӗшӳсӗр хӑтланать? Унӑн ӑшӗнче тулса ҫитнӗ хуйхи те, пӗтӗм асапӗ те, хӑй кураймасӑр тӑнӑ ытти тӑшманӗсем те пӗтӗмпе пӗр тӳлеме ҫыхӑнса капланчӗҫ. — Ӗлӗкхи сӑран савӑчӗ патне чупса ҫитмешкӗн ҫеҫ вӑл юлтӑрччӗ, — терӗ Том шӑппӑн, сывлӑшне аран ҫавӑрса. — Атя сапса парар ҫав ҫӗлене, — терӗ. Анчах кукамай ӑна итлемерӗ, вӑл питне аллисемпе хупларӗ, ӗсӗклесе йӗнӗ ҫӗртенех иклетме тата тытамак тытнӑ чухнехи пек чӗтрӗ пуҫларӗ. Вӑл ман ума тӑнӑ та ман ҫине пӑхать, эпӗ пур пӗтӗмпех ӑна парӑннӑ… Эпӗ сана ҫавӑнтах пулӑсем патне пӑрахаттӑм! Дик Сэнд Ҫанталӑк аван тӑчӗ, ҫил чӑрмантарнине шутламасан, ҫулҫӳрев йӗркеллӗ иртсе пырать. Тӑвӑл ҫав териех шавланине пула ҫамрӑк капитан каланине Элен аран-аран илтрӗ. — Ара эсир малалла иртсемӗрччӗ, хаклӑ юлташ! Талӑк ҫурӑ эпӗ ҫимен, ӗҫмен, ҫывӑрман, ҫул хӗрринчи шырланта ӑна сыхласа выртнӑ. Унтан, ҫӑварӗнчен пӗр кавлем тӗтӗм кӑларса, васкамасӑр сӑмахлама пуҫланӑ. Юлашкинчен вӑл куҫӗсемпе Ромашов куҫне тытса юлчӗ. Морис аташса выртнӑ ҫӗрте, ун ыйтуне хирӗҫ ответленӗ пек: «Луиза… Сана! — тесе кӑшкӑрчӗ те Шубин Берсенева хулпуҫҫинчен ҫапса илчӗ. Ӑҫта каятӑр эсир? Вӑл амӑшӗн тӑсса панӑ аллине тытрӗ те, ӑна силлесе, кил хуҫине калама тытӑнчӗ: — Акӑ, Степан, пӑх ӗнтӗ! Ун чухнех паллӑччӗ ҫав — унтан ретлӗ ҫын тухмасси… Каялла! Ольховкӑра пӗр Зубачиха ятлӑ карчӑк ҫулларанпах ӗнтӗ юмӑҫ пӑхса пурӑннӑ. Шӑлне ҫыртса лартса Лось пусмапа аялалла вирхӗнчӗ, карап патне сиксе ҫитрӗ те хул пуҫҫипе тӗршӗнсе тӗртрӗ — мускулӗсем шӑтӑртатаҫҫӗ, — унтан карап кӑшкарне ун хыҫӗнче вӑрттӑн пытанса тӑнисем ҫинелле ывӑтрӗ. Вӑл йӑваш кӑна сасӑпа:— Тен, турӑ парсан, мӗнле те пулин майлашӗ? — терӗ. — Самолет урӑх хӑпараймасть, — тет. Анчах Луизӑна ҫавна пӗлнипе ҫӑмӑл пулман, — ҫӑмӑл пулма мар, кӗвӗҫни тата вӑйланса кайнӑ. — Ан хӑра, юратӑвӑм. Пыл хурчӗсем кӑна. Вӑл аллине сывлӑшра ҫавӑркаласа илчӗ. — Эсир кам патне хваттере кӗнӗ вара? — тесе ыйтнӑ вӑл. — Каламаллаччӗ сан: ӑна эп мар, ак ҫаксем тунӑ темеллеччӗ. Пӗтӗмпех ҫав ылханлӑ пуп пирки пулса тӑчӗ. Тин ҫеҫ кӗрлеме тытӑннӑ мотор шавӗнче, тен, ун сассине хӗр илтеймерӗ те пуль. Ҫапах та вӑл Алексей умне пычӗ те ӑна пӗр ҫыхӑ ҫыру тӑсса кӑтартрӗ: — Старший лейтенант юлташ, кусем сирӗн ҫырусем. Эпӗ пурне те манса кайнӑ: профессора та, проводнике те, ишсе пыракан сулла та. Ҫар совечӗ Палуба ура сассисемпе кӗрлесе кайрӗ. Кун пирки иккӗленмелли ҫук, ӑна никам та кӑтартса паман пулсан та. — Кирек мӗн тӑвӑр, эпӗ тек кунта хуҫа мар, — терӗ весене Дубровский сӳрӗккӗн. Мӗн те пулин юлатех», — тесе шухӑшларӗ вӑл… Кӑштах тӑрсан Наталья Савишна каялла килчӗ, хӑюсӑррӑн пырса тӑчӗ те ӳкӗтлеме пуҫларӗ: — Ҫитӗ ӗнтӗ, улпутӑм, ан йӗрӗр… каҫарӑр мана ухмаха… эпӗ айӑплӑ… эсир каҫарӑр ӗнтӗ мана, кӑвакарчӑнӑм… акӑ сире. «Пӑшалшӑн!» Ҫапах та унӑн калаҫнинче темӗскер, Испани чӗлхине астутараканни пур пек сисӗнчӗ. Гленарван вӑл чӗлхепе хӑш-пӗр кирлӗ сӑмахсене пӗлет. Ҫав ирландец йӑлине Техасра пурӑнӑҫа кӗртме юрамасть-ши манӑн? Посыльной тата ытларах кӳренчӗ. — Суд канцелярине леҫсе парӑп. — Сирӗн аннӳ те-и? — тесе ыйтрӗ Комиссар Кукушкинран. Вӑл сылтӑмалла чӑнкӑ та тарӑн вираж туса илчӗ. Машина ана пит лайӑх пӑхӑнса, мӗн тумаллине тӗп-тӗрӗс турӗ. Синьора Глэдис вилни шӑп ҫулталӑк ҫитнӗ, анчах итальянец-тарҫӑсем ӑна манман. — Ара, мӗнле тумланнӑччӗ вӑл? — Пӗр ҫын каларӗ; эпӗ ӑна паян тул ҫутӑлас умӗн, вӑрмана ҫывӑрма кӗрес тенӗ чухне, тӗл пултӑм. Ун чухне вара эпӗ, хам кайнишӗн пӑшӑрхантӑм. — Плита ҫийӗн калпак хурӑр. Сирӗн чуралӑхра пурӑнасси пӗтсе пырать. Тапранмалла. Вӑл утюгланӑ кивӗрех китель, лайӑх якатнӑ галифе тата йӑлтӑртатса тӑмалла тасатнӑ атӑ, урӑхла каласан, ялан тӑхӑнса ҫӳрекен пӗртен-пӗр тумне тӑхӑннӑскер, трибунӑпа юнашар тӑчӗ, нихҫанхинчен те кӗрнеклӗреххӗн, чаплӑраххӑн курӑнчӗ. Ку тата мӗнле йӗпе сӑмса? Ҫав вӑхӑтрах ӑна таптаҫҫӗ, асаплантараҫҫӗ, — терӗ вӑл, аллине сисмесӗрех сулса; унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, — пиртен пӗтӗмпех тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗтӗмпех: пирӗн чиркӳсене, пирӗн тивӗҫлӗхсене, пирӗн ҫӗрсене; ирсӗр турккӑсем пире кӗтӳ пек хӑваласа каяҫҫӗ, пире пусаҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен эсӗ те ман чухлех пӗлетӗн. Титок ҫиелтен пӑхма лӑпкӑ та тӳлек. Кӑкӑр тата мӗнле? — Ну, паллӑ ӗнтӗ — выльӑх-чӗрлӗхпе. Куҫлӑха тата мӗн-ма хӑваратӑр?.. Ҫук! Тепӗр темиҫе минутран, хӑйӗн хаклӑ шӑвӑҫ арчине хулпуҫҫи урлӑ ҫакса, энтомолог пӗр хӑвӑлӗнчен тухрӗ. — Шӑпрах, — терӗ Анна Михайловна, — тата… Хамӑрӑн ҫылӑхлӑ куҫпа текех турӑ тӗнчи ҫине пӑхаймӑпӑр, кӗлтӑваймӑпӑр та, турра та пуҫҫапаймӑпӑр. Акӑ кун пирки Коврижкин князь ҫырнӑ сӑвӑсем те пур. Иртнӗ кунсенчи каннӑ вӑхӑтсене хавхалантаракан тата ялан пӗр пек тӑсӑлакан ҫулсене тӗрлӗ интерессемпе тултаракан калаҫусем пӗтрӗҫпе пӗрех темелле. — Итле-ха, Катя, — терӗм эпӗ татӑклӑн, — эпӗ сана пӗр истори каласа парас тетӗп. — Тӗрӗс, тӗрӗс. Показанисене хаклать те, тӗрӗслӗх сучӗн тараси ҫине хӗҫ-пӑшал вӑйне хурса пӑхать. Шанатӑп, эсир мана хӑравҫӑ тесе ан шутлӑр. Манӑн — приказсене йышӑнасси те вӗсене пурнӑҫа кӗртсе пырасси…» — тавӑраять ҫеҫ лӑпкӑ та мӑнкӑмӑллӑ сӑнпала, йӗнерӗ ҫинче малараххӑн ӳпӗнсе ларса. Фотографи ҫинчен хӑй палланӑ, ҫавӑнпа пӗрлех пӑлламалла мар ҫӗнӗ сӑн пӑхнӑ. Вӑл «пӗлнин» пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ те унӑн хӑлхи витӗр илтнинче ҫеҫ пулнӑ. Ун хуҫи, ҫав тери пултаруллӑ американец, Мунитӑн ҫак паха енне асӑрханӑ та ӑна аталантарма пуҫланӑ, юлашкинчен йытта тӗлӗнмелле вӗрентсе ҫитернӗ. Вӑл, йӑл-йӑл кулкаласа, Макҫӑмпа пӗрле пӳлӗме шиклӗн кӗрсе тӑнӑ ывӑлӗ ҫине, унтан, тинӗс леш енчи музыкӑна итлесе пӑхма ирӗк ыйтса, именчӗклӗн пуҫне усса алӑк патӗнче тӑракан Иохим ҫине пӑхса илчӗ. Юлайӑн юнланнӑ пуҫне курнипе хӑраса ӳкнӗ пирки тата пӑ-шал пенипе анӑраса, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ пекех туйӑнчӗ. Манӑн пӗтӗм пурӑнӑҫӑм пӗр чарӑнми аялалла вӑркӑнса ӳкни пулса тӑчӗ. Ну, кирлӗ те мар — вӗсемсӗрех пурӑнӑпӑр, ан хӑра анчах! Вӗсем унта кирпӗчрен вӑрӑм казарма купалаҫҫӗ, унтан кӑшт аяккарах, Ока хӗрринче, вуникӗ вершуклӑ пӗренесенчен тӗрме евӗр пысӑк ҫурт пураҫҫӗ. Вио хӑйне пӑхӑнса тӑракан икӗ мулата ҫӳревҫӗсемпе паллаштарчӗ. Кайнӑ чух, Катя текенни ман пуҫ айне хӑйӗн хутаҫҫине хурса хӑварнӑччӗ. Вӑл хӗрӗх ҫултан иртнӗскер, анчах унӑн лаша куҫӗсем пек, мӑн куҫлӑ, тапранкаламан, ҫаврака сӑнӗ-пичӗ таса та яка, пӗчӗк ҫӑварӗ, йӳн йышши пуканен пек, сӑрланӑ пек туйӑнать. Иксӗмӗртен кашниех ҫав площадкӑн чи хӗррине пырса тӑрӗ; чи ҫӑмӑл суран та вилӗмлӗ пулать вара: ку сирӗн шухӑшӑрпа килӗшет пулмалла, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрах ултӑ утӑмран пемелле тӑвасшӑн пултӑр. Анчах пирӗн валли вырӑн ан cap. Пире вырӑн кирлӗ мар. Эпир картишӗнче ҫывӑратпӑр», терӗ вӑл. Сирӗнпе ҫӳресси — ку вӗт, тӗлӗнмелле япала! — Чаплӑ кайӑк! Пирвайхи хут ҫамрӑк кочегарӑн пурӑнӑҫне ҫакӑн пек ӑнланмалла мар ҫӗнӗ, чунне пӑлхатакан шухӑш пырса кӗчӗ. Мӗнех вара? — терӗ те Марьяна сасартӑк хӗрелсе кайрӗ. Вӑл тӑрса ларнӑ та пирускӑ хумаллине кӑларнӑ, унтан тӑлӑп аркипе ҫинчен витӗнсе ӳпкӗн выртнӑ, анчах ҫилӗ унта та кӗнӗ, шӑрпӑксене тивнӗ ҫемӗн сӳнтерсе тӑнӑ. — Эпӗ, тӑванӑм. Санин хӗрарӑмсене иккӗшне те ларма ыйтрӗ, хӑй вӗсен умне тӑчӗ те, аллисене хӑлаҫласа, ҫӳҫне тӑрмакаласа, вӗсене пурне те Полозовпа тӗл пулнине, хӑй Висбадена кайма шутланине, именине сутма май килнине пӗлтерчӗ. Гусев хӑвӑрт пӗшкӗнсе ларчӗ, хӑйне питӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ, мӑшлата-мӑшлата урипе тӑплаттарчӗ, — унӑн ӑшӗнчен хӑма тӑпӑлтарса кӑлараҫҫӗ тейӗн: — Вара мӗн!.. — Мӗнех вара, хушса пама пулать, ваше высокоблагородие! Хӗрсем шари! ҫухӑрса ячӗҫ, арпашӑнса кайрӗҫ, анчах Каленик хытах чупма пултарайманнине сиссен, пӗр хӑрамасӑрах урам урлӑ чупса каҫрӗҫ. Ҫаплах пултӑр, Николай Еремеич, ҫаплах пултӑр, — терӗ вӑл чарӑна пӗлмесӗр куҫӗсене мӑч-мӑч хупса: — иккӗ кӑваккине те пӗрре шуррине паратӑп эпӗ сире, унта (вӑл улпут ҫурчӗ еннелле пуҫне сулчӗ) улттӑ ҫурӑ. — Вӑл именсе-иккӗленсе тӑчӗ те сӑмси витӗр хӑйӗн темле йышши сассине ик-виҫӗ хут кӑларчӗ. Эпӗ яланах — лайӑх хирӗҫӳ япӑх килӗшӳрен авантарах, тетӗп… Унтан пит-куҫӑма лайӑхрах курас тесе, вӑл ман ҫӳҫсене вӗрчӗ. — Ах, — тенӗ татах Флоринда, — хамӑр негр кӑтрисем вырӑнне ман сирӗнни пек тӗлӗнмелле лайӑх ҫӳҫ пулас пулсассӑн, вӗсем пурте, пурте йӑлтах ман ура вӗҫне чӗркуҫленсе тӑнӑ пулӗччӗҫ. Вӑл ун патне ҫывхарса ҫитсен, ҫурма тӗттӗмри хуралҫӑ командирӑн укӑпа эрешленӗ плащне уйӑрса илчӗ те ӑна честь пачӗ. Океан вӑрттӑнлӑхне пӗлме, унӑн ялан хумханса тӑракан ҫийӗнчен пӗлӗт ҫӳллӗшне хӑпарма пултаракан вичкӗн ӑса мӗнле ӑмсанас мар! Эпир палӑксем кӑна пӑхса ҫӳретпӗр — ҫакӑнта темӗнле йӗрке пур. Тепӗр категори пуррине те пӗлет вӑл — тулашри, ҫӗр ҫинчи пехетлӗхе тӑвакансене: инженерсене, архитекторсене, шутлавҫӑ-ӑславҫӑсене, фабрикҫӑсене, савӑтҫӑсене. Вӗсем пӗтӗмӗшпе хастарлӑхпалан, паллах, этем пурнӑҫне тӗлӗнсе каймалла хитре, питӗ канлӗ тума та пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах вӗсем вӑйне пурӗ те мулшӑн ҫеҫ параҫҫӗ. Куратӑн-и, йӑшӑл та тумасть, вилнӗ пулас. — Сӑмах май эпӗ сана калама манса кайнӑ: мсье Курнатовский ҫак кунсенче мана качча тухма сӗнет пулас. Кунсӑр пуҫне тата, пачӑшка вӑл пирӗн питӗ аван, ӑстӑнлӑ ҫын. Ҫакнашкал хуҫалӑхла шухӑшсем ӑшне путнипе, вӑл, пӑр ҫинчи лашасенчен пӗри, вакӑ патне ҫав тери ҫывӑх пырса тӑнине пула, кайри урисемпе сасартӑк шуса шыва анса кайнине те тӑруках асӑрхаймарӗ. — Хӑваласа кӑларӑр ӑна кунтан! Оленин ҫывхарчӗ те, аллисене пушатас тесе, пӑшалне хулпуҫҫи ҫине ҫакса ячӗ. — Китсем ҫинче тытӑнса тӑрать, ачам, — тет аслашшӗ. Ӑна курсанах хам айӑпа тӳрлетме тӑрӑшӑп. — Хӗрарӑмшӑн вӗлернӗ ана, хӑйӗн еркӗнӗшӗн. Тур сыхлатӑр сире. — Ҫавӑн пек пулмасӑр! Ҫав ирсӗрсем пире пӗтӗмпе ҫунтарса ярасшӑн, кӗлпе тусан ҫинче лартса хӑварасшӑн; камӑн мулӗ пӗтмелле тейӗр эсир? Ун чӑнлӑхӗ те ӑнланмалла, кӑткӑс мар: сӑмахран — турӑ, ҫӑкӑр, патша. — Мӗнле-ха апла? — Пӑрах, — тетӗп эпӗ, — йӗрӗнчӗкле япала вӑл… Эрех казаксен пурин те хӑйсен, ӗҫессе те казаксем пурте ӗҫке ернӗ ҫынсем пулнипе мар ӗҫеҫҫӗ. Озеров сӑн-ӳкерчӗксем ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ. Апла тума ирӗк памаҫҫех ӗнтӗ. Малтанах Англи килӗшмест. Амӑшӗ алӑксене пӑхрӗ: пӗр алӑкӗпе вӑл хӑй кунта малти пӳлӗмрен кӗчӗ, кӑмака патӗнче тепӗр алӑк, ансӑр та ҫӳллӗскер, пур. Тӗллемесӗр тенӗ пекех, Андрей ҫав нимӗҫе печӗ. — Майор тӗрӗс калать, вӑл пӗртте ӗненмелле мар, пулма пултарас ҫук. Атте сӑмах чӗнмерӗ, малалла тапса сиктерчӗ. — Нимӗҫ пекех пулсан, юрать апла, — яланхи пекех, пӗр кӳренмесӗр каларӗ Умрихин. Мужик тутӑ пулсан — улпут ҫӗрӗпе ҫывӑраймасть. — Ҫавӑнтанах, ҫынсем эле ӑҫтан илеҫҫӗ, ҫавӑнтанах: пичкерен. — Ватӑ ҫын хӑш чухне хӗрарӑмран та ытларах тунсӑхлать. Уншӑн революцие те, куллен тумалли совет ӗҫне те пӑрахмалла-и? Турӑшӑн хӑна япаласем тӗлӗшӗнчен пӗтер те сывлӑш тӗлӗшӗнчен сыхласа усра, вара санӑн чуну ӗмӗр-ӗмӗрех ҫулӑм пек ҫутӑлса тӑракан пулӗ… Мӗн тӑвас тетӗн? Вӑрӑ-хурахсем хунӑ вут ку аша ҫеҫ мар, пӗтӗм вӑкӑра ӑшалама та ҫитет. Часах вут ҫав тери вӑйланса кайрӗ, ун патне ҫиле май енчен те сыхланса ҫеҫ пымалла пулчӗ. Джон Мангльс ахаль мар пӑлханма пуҫларӗ. Вӑл, хӑйне ҫыхса тӑраканнине татса пӑрахасшӑн пек, калаҫнӑ май хулӗсене туртӑнтара-туртӑнтара илнӗ. Ӗҫки унӑн яланхи пекех пулчӗ, питӗ нумай ӗҫрӗмӗр. Мӗнле калаҫҫӗ-ха халӑх хушшинче? Пӗр вутпуҫҫи кӑмакара та сӳнет, ик вутпуҫҫи уйра та мӑкӑрланса выртать, теҫҫӗ. Гоп! — Ӑна вӑл «Ҫӗнтерӳ» ят парасшӑн. Ӗмӗрӗ тӑршшӗнче вӑл сахал мар ӗҫ тунӑ, анчах ӑна нихӑҫан та ӗҫӗ хӑй мар, ытларах ҫынсемпе хутшӑнни-тӗркӗшни илӗртнӗ. Пӗрремӗшӗ, Худфонд лагерӗ иккӗмӗш эвакуаципе тухса кайиччен Ярославль облаҫӗнчи Ҫӗрӗк Яр ялӗнче вырнаҫнӑ пулнӑ. Каярахпа вара астероидсене хӗрарӑм ячӗсене пама пуҫланӑ. — Пирӗн учительница, Людмила Сергеевна. — Нимех те мар! Июнь уйӑхӗнче шыв тулнӑ чух манӑн пурнӑҫ яланах ӑнатчӗ, мӗншӗн тесен юханшыв тӑрӑх анаталла вутӑ, темӗн чухлӗ сулӑ юхма тытӑнать, вӗсем хушшинче час-часах пӗренелли те тӗл пулать, вӗсене тытатӑн та вутӑ складне е хӑма ҫуракан завода сутатӑн. Тепӗр кунне, мартӑн 27-мӗшӗнче, барометрӑн ртуть юпи ҫӳлелле хӑпарма тытӑнчӗ. Тӑн-пуҫ ман ун чух — сайра тупӑнакан ҫӗнӗлӗхсен музейӗ пекех. Унта вӗсем, тен, ҫӑлӑнӑҫ тупӗҫ. Ӑҫтан эпӗ унпа танлашма пултарам?» — тенӗ Лиза. «Вӑл питӗ лайӑх ачаччӗ», — тет атте куҫҫуль юхтарса. Ачисенчен хӑшӗ те пулин варра-мӗне ан вӗрентӗр тесе, вӗсене хӑш чухне укҫа арчи ҫӑраҫҫине те шанса паркалать. Рада, кӑвакарчӑнӑм, эс ман айӑпа манма пултарӑн-ши? Ҫавӑнпа эпир сире Доминикинӑпа хурала тӗл пулмалла турӑмӑр та. Аслӑ классенче вӗренекенсем «пӗр-пӗр ӗҫ ҫинчен пӗлме» ун патне килнех ҫӳретчӗҫ. Ахӑртнех, ӑна тахҫанах чавнӑ пулас, мӗншӗн тесен унӑн хӗррисем ишӗле-ишӗле аннӑ, тӗпӗнче курӑк ӳсет. Мӗн тери пуянлӑх кунта пур ҫӗрте те! Ку питех аван пулать. Вӗсен юлташӗсем, ирӗклӗ вӑхӑтпа усӑ курса, хӗрлӗ фланель кӗпесем, ҫемҫе шлепкесем тата тасатман атӑсем тӑхӑнса, бараксем хушшинче е аслӑк айӗнче сулланса ҫӳреҫҫӗ. Анчах ку та ӑна йӑлӑхтарса ҫитерчӗ: вӗсене пӑхасси чӑрмавлӑ ӗҫ иккен, сӗлӗ илме те укҫа кирлӗ. Ҫавӑнпа Антон Прокофьевич вӗсене пӗр сӗрмекупӑспа та пӗр хӗр илсе улӑшу туса ячӗ, ҫийӗнчех 25 тенкӗ сӗтев илчӗ. Маориецсем патӗнче виҫӗ кун тыткӑнра пурӑннӑ чухне Жак Паганелӗн ӳтне лешсем ирӗксӗрех тӗрлесе янӑ пулнӑ… Унӑн ӳтне урисенчен пуҫласа мӑйӗ таранах тӗрленӗ пулнӑ, кӑкӑрӗ ҫине ҫуначӗсене сарса янӑ киви кайӑка ӳкернӗ, ҫав кайӑк унӑн чӗрине сӑхса тӑнӑ. Вунтӑхӑр ҫынран вӗсем вунпиллӗккӗн юлчӗҫ, вӗсенчен те иккӗшне суранлатнӑ, пӗри, тупӑ патӗнче персе ӳкернӗскер, вилмен пулсан та, йывӑр суранланнӑ. Эпӗ денщиксене ялсене ямашкӑн ҫырусем, савнисем патне ямашкӑн хутсем ҫырса параттӑм, ҫак мана кӑмӑла каятчӗ; анчах Сидоров валли ҫырусем ҫырасси ыттисене ҫырса панинчен лайӑхрах туйӑнатчӗ — вӑл кашни шӑматкунах Тулӑри йӑмӑкӗ патне ҫырусем яратчӗ. — Пӗрре тытӑннӑ ӗҫрен, вӑл ӑнӑҫлӑ пулассине курса тӑнӑ вӑхӑтрах, пӑрӑнса кайма-и? Анчах вӑл чи йӗркеллӗ козаксенех ҫавӑрма пӗлет (тӳррипе каласан, асӑрхаттарса хӑварни чӑрмантармӗ: козакӗсем хӑйсем ҫавӑн пекрех, хӗрарӑм хитришӗн хыпсах каймаҫҫӗ ӗнтӗ); ун патне голова та, Осип Никифорович дьяк та (паллах, хӑйӗн арӑмӗ килте ҫук чухне), Корний Чуб козак та, Касьян Свербыгуз козак та ҫӳрекеленӗ. Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче чи малтан уҫнӑ утрава хӑвӑн ятна парас чысран ан пӑрӑн. Эпӗ сеттльментре пулманччӗ, анчах ҫавӑн ҫинчен эпӗ илтнӗччӗ. Унӑн карса пӑрахнӑ ҫӑварӗнчен вӑрӑм кӑна ҫилӗмлӗ чӗлхи тухса усӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑткӑсене пуҫтарса ҫиет-мӗн. Пӗтӗм Эрб-ан-Пайль ферми тӗлӗнче мӑкӑрланать. Пӗрре, эпӗ хӗрачапа пӗрле чӳрече патӗнче выляса ҫӳренӗ чух, Королева Марго ӑна юрлама хушсассӑн, вӑл нумайччен юрламасӑр тӑчӗ, унтан пит уҫҫӑн каласа хучӗ: — Юрра ҫеҫ илемлӗх кирлӗ. — Маншӑн аван та пулӗччӗ, — терӗ Паганель. — Зеленый мыс утравӗсем пирӗн тӑван ҫӗршывӑн ҫыннисем пурӑнакан Сенегалран инҫе те мар. Вӑт ҫакӑ мана питӗ илӗртет. Пӗр сӑмахпа каласан, председатель, халӑх ниепле сивӗ сӑмаха та юратмасть! Унӑн ашшӗ те хӑйсен йӑхӗнче паллӑ ҫын, хӑйне питӗ йӗркеллӗ тыткалать, un vrais stoïcien, отставкӑна тухнӑ майор пулас, Б… графӑн пӗтем именийӗсене пӑхса-йӗркелесе тӑрать. — А! — терӗ Анна Васильевна. Унтан Огнянова алли-уринчен виҫҫӗн тан ҫӗклесе тытрӗҫ те юр хӳсе тултарнӑ ту хӗррипе васкамасӑр утрӗҫ. Эпӗ тӗмӗсем хушшипе упаленсе кайрӑм, хам илтетӗп килеҫҫӗ! Ку вӑл Казонде королӗ, унӑн величестви Муани-Лунга ярмаркӑна килсе хисеп турӗ. — Капитан Мироновӑн хӗрӗ? — Аграрниксем-и? Мӗн кӗтмелли пур-ха унран! Хуллен-хулленех тӑвӑл тамалчӗ. Вӗсем иккӗш те пӗрмаях ман ҫинчен хуҫана каласа кӑтартатчӗҫ, хуҫа вара мана сиввӗн калатчӗ: — Эсӗ, ачам, асту! — тетчӗ. Пӗрмай вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрени, ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫни, пӗрмай пӑшӑрханса, канлӗх курмасӑр шухӑшлани ҫапла ӗнтӗ вӑл, ывӑнтаратех. Станицӑри арҫынсем походсенче те кордонсенче е, казаксем калашле, постсенче пурӑнаҫҫӗ. Хаклах мар, Полесьере «мерчен» ятпа ҫӳрекен хӗрлӗ шӑрҫа ярӑмӗччӗ ку, — Олеся ҫинчен, унӑн ачаш, ырӑ та мӑнаҫлӑ юратӑвӗ ҫинчен асӑнмалӑха ман валли юлнӑ пӗртен-пӗр парне. Ҫур тӳпене хӗррисем ҫивӗччӗн каскаланса кӑтраланнӑ хура пӗлӗт хупланӑччӗ, анчах хӗвел, анӑҫалла тайӑлса пынӑ май, ҫутататчӗ-ха, ҫак ҫутӑпа пусса килекен тӗттӗм хутӑшӗнче вара темле хӑрушӑ тискерлӗх пурри сисӗнсе тӑратчӗ. Ыйтса, тӗпчесе пӗлес тесен те вӑхӑт та ҫук, никамран ыйтма та ҫук. Полозов хӑйӗн арӑмне управляющи патне ҫырнӑ ҫырӑвне аллинче тытса тӑрса кӗтсе илчӗ. Эпӗ унпа килӗшсе пуҫа ҫеҫ султӑм. — Халех, Лодыжкин мучи, — терӗ ача. Тасалнӑ ҫылӑхсене шухӑшпа пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне шутласа выртнӑ май эпӗ ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑк каҫарттарнӑ чухне пытарса хӑварнӑ пӗр намӑслантаракан ҫылӑха астуса илтӗм. Егорушка хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те ун патне чупса пычӗ. Мичо Бейзаде чарма ӗлкӗреймен пулсан, вӗсем ятлаҫса та каятчӗҫ. Унӑн хӗрлӗ пит ҫӑмартисем хӗрарӑмӑнни пек путӑкланчӗҫ. Эпӗ ӑна хамӑн матроссенчен хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчен хӑйсене закон юхӑнтарнине пула тухса кайни ҫинчен каласа панӑччӗ. Ҫакӑ манӑн хуҫана тӗлӗнтерсех ячӗ. Эпӗ каласа панӑ тӑрӑх, закон ҫынна юхӑнтарать пулсан, вӑл ҫакна ниепле те ӑнланма пултараймасть, мӗншӗн тесен закона кашни гражданинӑн интересӗсене хӳтӗлеме кӑлараҫҫӗ. — Мӗнле наука кӑтартни пултӑр ку япала? Эх!.. — Кунта хинин йывӑҫӗ ӳсмест-им вара? — ыйтӑва хирӗҫ ыйтупа тавӑрчӗ Дик. Костя именсерех хӑй ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. — Ан шикленӗр, ан шикленӗр, ачасем! Талькав гарнизон начальникне Гленарванпа унӑн тусӗсене паллаштарчӗ. — Апла пулсан, манӑн пӗрре те король пулас килместь. Тен, вӗсене хӑйсене, негрсене чӗннӗ пек, пӗр ятран ҫеҫ чӗнни килӗшет пулӗ. Анчах вӑл мана пӗрре те кӑмӑла каймасть. — Сантан илмеллине ывӑлӑма е арӑма пар, хӑть те хӑшне парсан та ҫавах, — тенӗ. Юн тапса килнипе Артур пичӗсем хӗрелсе кайрӗҫ. Нимӗҫ оккупанчӗсене вилӗм!» — Ҫук, сэр! — терӗ ача. Хӑҫан ҫын пулӑн эсӗ, Володька? Амӑшӗн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе каятчӗ: — Ах, француз чӗппи! — тетчӗ вӑл. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ун ҫине хавасланса пӑхрӗҫ. Инструктор чӑн малтан Стручкова чӗнчӗ. Вӑл пӗр Василий Ивановичӑн курпунланнӑ хускалми ҫурӑмне кӑна курма пултарнӑ, анчах ку та ӑна кӑштах ҫӑмӑллӑх панӑ. Тенкел ҫинче, кухня чӳречи айӗнче, Мирон пӗшкӗнсе ларнӑ; унӑн пӗр аллинче пирус йӑсӑрланнӑ, тепӗр аллипе вӑл куҫлӑхне вылятнӑ, ҫавна пула унӑн кантӑкӗсем ҫутӑлса тӑнӑ. Ҫулпуҫӗн хӑйӗн ҫуртӗнче пӗччен пурӑнас килет пулсан, ун ҫине те вӑл табу хурать; ютҫӗршывран килсе ларнӑ караппа ҫыхӑну тытас тӗлӗшӗпе ҫулпуҫӗ хӑй пуҫлӑх пулма шутласан, ҫав карап ҫине те табу хурать; ҫулпуҫне мӗнпе те пулин килӗшмен европеец-сутӑҫӑ хӗсмелле пулсан, ун ҫине те табу хураҫҫӗ. «Кам килет?» — кӑшкӑрать часовой. Унта темӗн пысӑкӑш альбатроссемпе пингвинсем анчах пурӑнаҫҫӗ. Радистпа сывлӑшра перекенӗ иккӗш те сикрӗҫ, Лури тата: «Юрӗ, юрӗ!» тесе темӗн ҫӗткеленсе тӑчӗ, мана хисеп тунипе ҫеҫ пӗр кӑмӑл ҫӗкленмен ҫӗртен уҫӑлса ҫӳреме килӗшесси ҫинчен сӑмах пырать тейӗн ҫав. …Чи кансӗрри вӑл куҫа хуптаракан тӗтрепе кӗрешесси ӗнтӗ, — ҫав тӗтрене пулах алӑ та хама итлеми пулчӗ. Савнӑ тусӑм Наденька, Юрататӑн-и мана? — Ырӑ государь… — терӗ Ковалев, хӑюллӑрах пулма тӑрӑшса, — ырӑ государь… Темиҫе ушкӑна пайланса, банда пӗр харӑсах ик-виҫ уездра сӑтӑр туса ҫӳрет. «Эх, савнӑ тусӑм, ҫуркунне ҫывхарни мӗн тери сисӗнсе тӑрать… Чӑнах та пирӗн ҫинчен ҫырнӑ пек туйӑнать! Вӑл хул хушшине хунӑ урпа чӗресӗпе витенелле каятчӗ пулмалла. Вӑл ӳсет, сарӑлать, ҫур тӳпене йышӑнать, — унӑн тӗксӗм ҫунат айӗсем, усала систерсе, шурала-шурала каяҫҫӗ, — унтан вӑл аннӑҫем анать, унӑн аялти шӑла пир пек витер курӑнакан лапка-лапка ҫупкӑмӗсем ҫеҫен хирти тӗме ҫинче ларакан ҫил арманӗ тӑррине лекеҫҫӗ; таҫта ҫӳлте илтӗни-илтӗнми лӑпкӑ аслати хӑлтӑртатса иртет те ырӑ, сиплӗ ҫумӑр ҫума пуҫлать. Унтан — ҫӗрле. — Ах, тинӗс, тинӗс! — тет пӗр вӗҫӗмсӗр Паганель. — Тинӗссем пулман пулсан, мӗскер пулса тӑнӑ пулӗччӗ этемлӗхпе! Карап — цивилизацин чаплӑ урапи вӗт вӑл! — Эс ан чӗн! — Вӗсем манран пулӑшу кӗтсе илме пултарас ҫук, мистер Стумп. — Тӑхта, ку вӑл ун пек мар. Сасартӑк вӑл, хӑй те сисмен, ҫав хушӑрах тӗлӗрсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ хамӑн ҫӗклеме тепӗр хут ҫурӑм хыҫне ҫӗклесе хутӑм та, пичче умӗнчен пыракан Ганс хыҫҫӑн хӑвӑрт утрӑм. Унта ним те аркатса хуни, тулашӗнчен интересли ним те ҫукчӗ, малтанхи страницинчен пуҫласа вӑл, святойсен пурӑнӑҫӗ пек, кичем те типпӗн туйӑнатчӗ. Ахальтен мар пулас ҫав ӗнтӗ Шубин ӑна икӗ эрне ытлашшипех чӑрмантармарӗ. Эпӗ вӑл хӑҫан килессе ӑҫтан пӗлем, кай, ан ҫыпҫӑн, тетӗп ӑна, вӑл ҫавах мана ирхи куна каҫчен тӗпчет те тӗпчет, ула кайӑк хӑрӑк йывӑҫа такканӑ пек. Малти пӳлӗмӗн ӑшӑ урайӗнче Лятьевский ҫара урисемпе шӑппӑн пусса утса ҫӳрет. 1793 ҫулта ҫуркунне, Францие пур енчен те тӑшмансем хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра, Ла-Манш проливӗнче акӑ мӗн пулса иртнӗ. Вуласси питӗ нумая пырать, ывӑнтарать; ҫивӗч те хӗрӳллӗ сӑмахсем ман кӑмӑла каяҫҫӗ пулин те, вӗсем пуҫра ҫӑмӑллӑнах вырнаҫса ӗнентерӳллӗ шухӑшсем пулса пыраҫҫӗ пулин те, эпӗ итлесе ывӑнатӑп. Кӳнӗн-ҫӗрӗн утнӑ, ҫӑкӑр татӑкӗ ыйткаласа тупнӑ, курӑк ҫинӗ, ҫара ҫӗр ҫинче, тӗмесем хушшинче, тепӗр чух ҫилпе ҫумӑр ҫинчех е ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт айӗнче ҫывӑрнӑ. Ачасем уншӑн хуйхӑрмарӗҫ, хӗпӗртерӗҫ анчах: вӗсемпе цивилизациллӗ тӗнче хушшинчи кӗпер ишӗлсе анчӗ. Озеров допроса вӑраха тӑсни унӑн кӑмӑлне каймарӗ. Ҫитменнине тата нимӗҫе хӑй мар, Озеров калаҫтарма пуҫлани те килӗшсех каймарӗ ӑна. Таврари ҫынсем умӗнче ҫиеле тухас тесе, ӗҫе вӑл хӑй пӗтерме шут тытрӗ. Ҫавӑн чухнех улӑпла вун ултӑ Ро цирк тума пуҫлаҫҫӗ, унта полюссенче юр ирӗлсен шыв пуҫтарӑнать. Кӗлетсем патӗнче Давыдов та, Разметнов та ҫук, бригадирсем те пӗри те курӑнмаҫҫӗ. — Преступлени? — тесе ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ ученый. Эпӗ — салтак ывӑлӗ, ӳтпе те, чунпа та сирӗн ҫын, халӗ ҫакна сӗнетӗп: ӗҫер сирӗн пуласлӑхшӑн! Пӗтӗмпе пӑлхану пирки — малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех. Унӑн пичӗ тинкерсе пӑхнипе хӗрелсе кайнине кура, Корчагин чӑтса тӑраймарӗ, ахӑлтатса ячӗ. — …Ҫыру ҫыраҫҫӗ-ха, — терӗ пӗррехинче карчӑк. — Хатӗр! — тавӑрчӗ шӑппӑн Хоуик, кимме тытса пыракан кӗсмене хытӑрах чӑмӑртаса. Татах карапа тепӗр майлӑ ҫавӑрмалла пулчӗ. Вӑл хӑйне нумай тархаслаттарса тӑман. Ҫӗнӗрен уҫнӑ ҫӗршывсене хам ҫуралса ӳснӗ государствӑн патши ячӗпе формально туртса илес пирки эпӗ нихҫан та шухӑшлама пултарайман. Сӑмах май каласан, эпӗ ҫакӑн ҫинчен шутлама пултарнӑ пулсан, хамӑн вӑл вӑхӑтри положение шута илсе, хам ҫитсе курнӑ ҫӗршывсем пирки ӑслӑрах тунӑ пулӑттӑм, ҫав ҫӗршывсене май киличчен формальнӑй йӗркепе туртса илмен пулӑттӑм. Икӗ сехет те иртмен, Луиза хӑйӗн хӑвӑрт каякан мустангӗпе хӑй ҫитес ҫӗре вӗҫтерсе те ҫитнӗ. — Апла пулсан, ӑна Витререн илсе килеҫҫӗ-и? — Тен, Витререн те пулӗ. — Манӑн та пуласчӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ Гек. — Шутсӑр пӗлес килет, кам унта анса кайнӑ-ши? Ытти нумай пулса иртекен ӗҫсемпе пӗрлех, пӗр аванах мар ӗҫ унӑн шухӑшне пӗтӗмпех ҫирӗплетсе панӑ. Холера чирӗ таврара унта-кунта курӑнма пуҫланӑ, Марьинӑран та икӗ ҫынна туртса тухса кайнӑ. Тепӗр кунне, эпӗ пӗр элегия ҫырма тытӑнсассӑн, рифма шыраса перона кӑшласа ларнӑ хушӑра, Швабрин чӳречерен пырса шаккарӗ. — Ку нимӗнех те мар, — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, — кун пирки калаҫса тӑмалӑх та ҫук. — Вӑл мана укҫине те, ҫыруне те тавӑрса пачӗ те: каях хӑвӑн ҫулупа — куна пуштӑна кайса пар, терӗ. Эсир шутланӑ тӑрӑх, хӑҫан та пулин Рузвельт та фашизма хӳтӗлекен ҫын пулса тӑма пултарать? Тепӗр вунӑ минутран депора пӗр ӗҫлекен ҫын та тӑрса юлмарӗ. — Кама вӑл? — Кӗперне лианран тунӑ, — терӗ Джон Мангльс. Мӗнле тӗл пулнӑ пӗринпе е тепринпе эпир вилнӗ тесе шутлакан чунӗпе пире парӑннӑ йытӑ! Эпӗ хам ҫӗнӗленнӗшӗн ун умӗнче парӑмлӑ… Хуллен-хулленех ачасем ун ҫинелле пӑхма пӑрахрӗҫ, класс каллех яланхи пек сӗрлеме тапратрӗ. — Ҫынна ырӑ тума яланах хатӗр тӑнӑшӑн Мак-Набса унӑн юлташӗсем ырӑ сунса та тӑраймарӗҫ, ҫав вӑхӑтра инҫетрен ахӑрашнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Часах вӑл пӗтӗм пӳлӗме унти сасӑсем тӑрӑх пӗлсе ҫитрӗ: килтисен уттисене, уксах-чӑлах тетӗшӗ айӗнче пукан чӗриклетнине, амӑш аллинчи ҫип пӗр евӗрлӗн чӑштӑртатнине, сехет пӗр тикӗссӗн шакканине чип-чиперех уйӑрса илетчӗ. — Хӗрарӑмшӑн пулсан — эпӗ тем те тума пултаратӑп. Мӗншӗн эсӗ ҫав тери тунсӑхлӑ? Анчах та шӑрӑх пулман. — Григорьев, Ромашова хӗнени ҫинчен каласа пар-ха. Уншӑн мана хӑвӑн кушак аҫи тустарнӑ кӑвакарчӑн чӗпписене пар. — Ӑна пырса тӑрӑннӑ тепӗр карап ун командине ҫӑлнӑ пулӗ тесе шанас килет, — терӗ Уэлдон миссис. — Винтран! Унтан вӑл йӗнер пуҫӗ ҫинчен лаша хӳринчен явнӑ вӑрӑм кантрана вӗҫертсе илнӗ, ӑна чӑрканӑ та хуллен гасиенда еннелле ывӑтнӑ. — Ҫук, ӑҫтан курас! Ӑҫта каймалла? Мӗн тума? Эсӗ, чӑн та, ухмаха тухнӑ-и ҫак? Вӑл пушшех те йывӑррӑн ҫакӑнчӗ, мана вӗҫертмерӗ. Гленарван малалла кайма шутламарӗ. Вӑхӑт ҫитиччен, айккинерех пӑрӑнса, ҫав ӗрчесех пыракан ҫӗрӗк пирӗншӗн ют этеме епле пӑвса пынине шӑпӑрт кӑна пӑхса тӑрсан ӑслӑрах пулмӗ-и? — Ах, ав епле! Серьга Хахай Костьӑна хулпуҫҫийӗнчен ярса тытрӗ: — Тӑхта! Ыйха пула пичӗ унӑн лапчӑнса-пӗркеленсе пӗтнӗ тата вӑл икӗ хут пӗчӗкленсе ларнӑн туйӑнать. Ытти ҫырансем пӗтӗмӗшпех, сивӗннӗ лавӑпа витӗннӗскерсем, пушӑ, усӑсӑр. Укҫа тӑккалама юратса, хӑйне пысӑк хисепе хунӑ май, вӑл хӑйне хӑй ирӗкрех тыткаланӑ, картла вылянӑ, парӑма кӗнӗ. Ӑнланатӑн-и? Икӗ листа хут пӑсӑлчӗ ӗнтӗ… эпӗ сӑвӑра мӗн те пулин улӑштарма шутланӑран мар; сӑвӑ мана питӗ лайӑх пек туйӑнать; анчах виҫҫӗмӗш йӗркерен пуҫласа юлашки сӑмахсем ҫӳлелле чалӑшса хӑпараҫҫӗ, ҫав илемсӗр йӗркесем тӳрех куҫа курӑнаҫҫӗ. Ҫапӑҫтарӑп эпӗ сана! Унтан кӑшт аяккарах, пӗчӗк матрац ҫинче шурӑ кушак аҫи выртнӑ; Унӑн ачаш сӑмахӗсене тата хурлӑхлӑ куллине пула, йӗкӗт хӑйне йӑлтах хӗҫпӑшалсӑр юлнине туйнӑ. Эпӗ Уҫӑп Ардальона ӳпкелеме, ӑна вӗрентме пуҫлассине, лешӗ вара вӑтанса ӳкӗнме тытӑнассине кӗтнӗччӗ. Акӑ ӗнтӗ пӗр сехет сехечӗпех уҫӑлса ҫӳрес пулать. Вӑл тинӗс хӗррине ҫитнӗ чух ӗҫлекенсем апатланма кайнӑччӗ, ҫыран ҫине пурӗ те темиҫе арҫын ача ҫеҫ юлнӑччӗ; чӑнах та, вӗсем ҫавӑнтах кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ, пылчӑкпа, шапа хуранӗсемпе пеме тытӑнчӗҫ, анчах хӗнеме пултараймарӗҫ. Нумай, нумай ларчӗ вӑл шухӑшласа — опытлӑскер, темиҫе ҫул иртсен — анчах ҫапах та вӑл хӑй ҫав тери ачашшӑн та хӗрӳллӗн юратнӑ Джеммӑна хӑй пачах та юратман хӗрарӑмшӑн мӗнле пӑрахма пултарнине ӑнланса илме пултараймарӗ. Амӑшӗ малти кӗтесселле чупрӗ, турӑ кӗтессинчен сарӑхса кайнӑ хут татӑкӗ туртса кӑларчӗ. Анчах та питӗ ҫирӗп большевикчӗ. Макар, крыльца пусмисемпе аялалла аннӑ май, ӑна: сыв пул, тенӗ пек пуҫӗпе сулчӗ, Лушка вара, ӑна куҫӗпе ӑсатса, ун ҫине нумайччен пӑхса тӑчӗ, ун енне мӑнаҫ пуҫне тайрӗ. Мӗншӗн тасалмалла? Шалый иккӗленкелесе тӑчӗ, вара калас килмесӗрех ҫапла тавӑрчӗ: — Мӗнле калас, йӗкӗт, вӑтантӑм темелле. Ҫулҫӳреврен илсе килнӗ пӗртен пӗр африка хурт-кӑпшанкине ҫав оптика приборӗсем витӗр пӗрремӗш хут тинкерсе пӑхсанах, мӗнлерех ӗмӗт пӗтнӗн кӑшкӑрса ячӗ ученӑй! Ачасем чирлеме, вилме пултараҫҫӗ, ҫавӑнтан хӑраса ҫуратмастпӑр; ҫуратсан та ӗмӗртместпӗр, мӗншӗн тесен вӗсене иленсе кайма е вӗсемшӗн асапланма та пулать, — тейӗҫ вӗсем. Эпӗ, — тет, тыткӑна илместӗп тесе юлташӑмӑн юнӗ ҫинче хама хам тупа турӑм. Тӑнлать, пӑхкалать. Хӑйне мӗн те пулин хумхантарса ярсан, вӑл яланах ҫав сӑмаха каланӑ. Эпӗ ҫав купца патӗнче ӗҫленӗччӗ, ҫӗнӗ мунчинче кӑмака хывнӑччӗ, тытӑннӑ вара ҫав купец чирлеме, мана вӑл тӗлӗкре темле лайӑх мар курнӑ, хӑраса кайнӑ та начальствӑна йӑлӑнма тапратнӑ: ярӑр ӑна, ярӑр ӑна, ахалӗн вӑл мана тӗлӗкре тӗлленет, ӑна каҫармасан, сывалас ҫук, вӑл тухатмӑш пулас тенӗ вӑл ман ҫинчен! — Атьсем, — терӗ вӑл йӑлӑннӑ пек. — Атьӑр-ха мӗнле те пулин чиркӳ юрри юрлар! Ҫак хӑрушӑ ҫул вунсаккӑрмӗш ӗмӗрӗн юлашки ҫулӗсенчен ҫакӑнпа палӑрса тӑрать те ӗнтӗ. — Мӗнле майпа пулса иртрӗ ку ӗҫ? Тути хӗррисем типсе кайрӗҫ. Анчах ҫакӑн пек юмах-халапсене сӗм авал чухне те ҫынсем пурте ӗненмен. Негрсенчен пӗри яланах бом-брам-рей ҫӳллӗшӗнчен пӑхса пычӗ, анчах типҫӗр ҫав-ҫавах курӑнмарӗ. Ҫапса аркатасчӗ те ҫавсене, вара пӗтӗм халӑхпа ӗҫе тытӑнасчӗ. — Тимур патӗнчен ишсе килтӗм. Таня ятлӑ эпӗ, ун командинчех тӑратӑп. Зал шӑпах пулса тӑчӗ, унта пӗр чӗрӗ чун та ҫук тейӗн. Анчах хӑвӑн кӗтессӳ ҫук, пурнӑҫра хӑвӑн вырӑну ҫук пулсан тата хӑй халлӗхе ҫӗнтерме пултарайман йывӑрлӑхсене пулах ывӑлӗпе вӑл — тен, нумайлӑхах — уйрӑм пулсан, епле-ха ун ҫумне лӑпчӑнӑн? Астӑватӑн-и, э? Е вӑл самантлӑха кӑна хӑйӗн чӗринче янӑраса иртнӗ килӗшӳллӗ аккорда — хӑйӗн пурнӑҫӗнче асра юлнӑ мӗнпур сӑнсене, ҫутҫанталӑк туйӑмне, иксӗлми юратӑва пӗтӗҫтерекен аккорда — аса илчӗ пулӗ. Пӗрре вӑл студентсене хӑйне пысӑка хунипе чирленӗ ҫынна кӑтартрӗ: аудитори алӑкӗнчен ҫав вӑрӑм ҫын, шурӑ тум, чӑлха евӗрлӗ калпак тӑхӑннӑскер кӗрсе тӑрсан — эпӗ ирӗксӗрех кулса илтӗм, анчах вӑл самантлӑха манпа юнашар чарӑнса мана сӑнран пӑхрӗ, те, эпӗ аяккалла сиксе тӑтӑм, — вӑл мана хӑйӗн хура та ҫулӑмлӑ куҫӗсемпе пӑхса чӗререн ҫапса илнӗ пек туйӑнчӗ. Ҫырма хӗрринчен ӳсӗр ҫын юрлани илтӗнет. Амӑшне курсанах Марийка хӑраса ӳкнӗччӗ, нимӗҫсенчен тараймарӗ ку, тенӗччӗ, анчах халь вӑл амӑшӗ кайманшӑн хӗпӗртерӗ. — Мӗнле ҫӗр айӗнчи ҫул? — Кампа калаҫатӑп эпӗ? — тесе ыйтрӗ Гленарван. — Ҫ-ҫук… ун пек чухне чи хӑрушши — вӑл чирлӗ ҫын ыратнине тӳсеймесӗр наркӑмӑш хыпма пултарни. Акӑ Катькӑпа Саня та ҫитрӗҫ… — Э-хе, хе! пит те ырӑ шухӑш ку. Сутӑн илӳллӗ мел, ҫынна укҫапа ҫавӑрса майласси тактикӑра пулма пултарать. Эсир кӑтартса панӑ майпа эпир усӑ курӑпӑр. Санин пуҫне тайса илчӗ, вара алӑк патнелле утрӗ. Строительство начальникӗ ҫавӑн пек приказ пачӗ. Эсир, сэр, ҫиле чалӑшшӑн пырса, тӗрӗс турӑр, — терӗ вӑл малалла. Анчах та — мӗн пытармалли пур-ха? — шухӑшларӗ Артамонов. — Эсир ӑҫтан пӗлетӗр? Паллах ӗнтӗ, тӑватӑ ҫул хушшинче вӑл самаях улшӑннӑ. Хӑҫантанпа вара чир-чӗр пулнӑшӑн тухтӑрсем айӑплӑ пулса тӑчӗҫ? Кам йышӑнас тет? Эпӗ ун патӗнче хӑнара пултӑм, караслӑ пылпа чей ӗҫрӗмӗр, пурнӑҫ ҫинчен калаҫса лартӑмӑр, вара вӑл арчаран сан слесарь инструментне кӑларчӗ те калать: «Хамӑн ӗмӗрӗмре эпӗ икӗ парне илнӗ: хам карчӑкран енчӗк те — ун чухне вӑл хӗрччӗ-ха, ман ҫине, ҫамрӑк тимӗрҫ ҫине пӑхкалатчӗ — тимӗр ӗҫне тӑрӑшса тунӑшӑн Давыдов юлташран хӑйӗнчен ҫак инструмента. Горизонтра сӑртсен тӑррисем кукӑр-макӑрланса чевчеленеҫҫӗ те, ҫавӑнта ҫитичченех пӗрин хыҫҫӑн тепри ылмашӑнса пыракан хирсемпе вӑрмансем кунти ҫанталӑкӑн сӑн-сӑпатне каласа пӗтермелле мар чиперлетсе яраҫҫӗ. — Нормине те епле палӑртса парӑн-ха тата? Сирӗн, сӑмахран, плугра виҫӗ мӑшӑр лайӑх, ватӑ вӑкӑрсем ҫӳреҫҫӗ пултӑр, манӑн — виҫӗ ҫулхисем, ҫитӗнсе ҫитейменнисем пулччӑр. Деренковӑн сасси вара савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ, вӑл сенкер платье тӑхӑннӑччӗ, ҫутӑ ҫӳҫӗсене те сенкер хӑю ҫыхнӑччӗ. Николай Антоныч тем пек тертленнипе ӑна тинӗс училищи курсне пӗтерсе тухма та май параҫҫӗ иккен, унтан вара та, училищӗрен вӗренсе тухсан, ҫӗнӗ формӑлӑ тумтир ҫӗлетмелле пулнӑ чух, Николай Антоныч ӑна укҫан пулӑшать. Акӑ мӗн ҫырнӑ вӑл: «Российӑран мана хӗрхенекен ҫырусем килеҫҫӗ; эпӗ кунта, тӗттӗм кӗтесре, пӗтӗмпех пӗтсе ларасран хӑраҫҫӗ. — Сан куснусем те кирлӗ мар мана, — ассӑн сывласа, йӑл кулса каларӗ Давыдов. Айлӑмсенче тӗттӗм часах сирӗлеймест, анчах халь унта та ҫутӑ йӗри-таврари сӑрт тӳписемпе айккисенче ӗнтӗ инҫетренех кӗрхи калча уйӗсем, пӑрахса хӑварнӑ тырӑ ҫӗмелӗсем тата пӗчченшер шӑлан тӗмисемпе акаци тӗмисем курӑнса лараҫҫӗ. — Давыдов вӑрӑм урапа турти ҫине пырса ларнӑ Атаманчуков ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. Ватӑ пӑлхавҫӑ-роялиста хӑйӗн йӑвине питӗрсе лартнӑ. Эй, кулса вилӗн ҫав. Одинцова кӑна кӑшт кӑшкӑрнипех ирттерсе ячӗ, Аркадие хӑйӗнчен ашшӗне салам калама ыйтрӗ, хӑйӗн мӑн аппӑшне чӗнме ячӗ. Княжна пӗтӗмпех ыйхӑланӑ сӑнпа пырса кӗчӗ, ку унӑн пӗркеленчӗк ватӑ питне тата ытларах ҫилӗллӗн кӑтартрӗ. Ирпеле, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман, ҫӑкӑр миххисем тиенӗ машина, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗскер, станци патне пырса чарӑнчӗ. — Вӑл килӗ кунта, — хирӗҫлерӗ Негоро, — хӑвӑр инкеке лекни ҫинчен ҫырнӑ ҫырӑва, унта эсир мана хӑвӑрӑн парӑннӑ, тискер ҫыннисенчен ӑнсӑртран хӑтӑлнӑ тарҫӑр пек кӑтартса паракан ҫырӑва эпӗ илсе ҫитерсен. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе канцелярине пӗрешкел кӑвак сӑнлӑ, йывӑр сӑран пушмак тӑхӑннӑ арестантсем килсе кӗчӗҫ. 1751 ҫулта чуралӑха пӑрахӑҫлас юхӑма квакерсем ертсе пыма пуҫланӑ. Ку юхӑм шӑп ҫав Ҫурҫӗр Америкӑра ҫӗр ҫул каярах Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр хушшинче вӑрҫӑ сиксе тухнӑ вырӑнта вӑй илнӗ. Ун сӑлтавӗсенчен пӗри негрсене ирӗке кӑларас ыйту пулнӑ. Анчах ҫапах та вӑл халлӗхе ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса шанса тӑрать. Шӑллӗпе аппӑшӗ унпа шӑппӑн сывпуллашрӗҫ. Бородинӑн дивизийӗ юнашар участокра, озеровецсем фронт урлӑ каҫса килнӗ вырӑнтан кӑшт ҫурҫӗр еннерехре, оборонӑра тӑрать иккен. Кильмор ҫумӗнчен пӗр миль аяккарах кайсан, фургон темӗн ҫӳллӗш йывӑҫсен сулхӑнне кӗрсе кайрӗ. Австралинче вӑрмансем темӗн чухлех, вӗсем ҫӗршер тӑваткал километр ҫӗре хӑйсен ҫупӑрлавӗнче тытса тӑраҫҫӗ, ҫавсенчен пӗрин хӗррине Гленарванӑн отрячӗ Бернуилирен тухнӑранпа пуҫласа ҫитсе кӗчӗ. Ун умӗнче, крыльца патӗнче Кӑтра Яша, ача пек пӗчӗккӗ те начарккаскер, сылтӑм хӑлхине ҫӗр ҫумне тытса итленӗ пек, хутланса выртать. — Эсир тултах ҫывӑрма шутлатӑр-и? — терӗ тӗлӗнсе кайнӑ мустангер, хӑйӗн хӑни хулпуҫҫи урлӑ утиял ҫакса алӑк патнелле утнине курсан. Ҫав каҫ вӑл вӗсене пурӑнӑҫра мӗн пулса пыни ҫинчен ӑнланма пулӑшса, большевиксем ҫинчен, Ленин ҫинчен нумай каларӗ. Пирӗн пичке чухлӗ кӗрекен ылтӑн черккене тултарнӑ эрехе пӗрре сывламасӑр типӗтсе хуратчӗ. Эпӗ ҫакна ҫийӗнчех асӑрхарӑм. Унтан тем ҫинчен шухӑшларӗ те хушса хучӗ: — Эсӗ маттур каччӑ-мӗн. — Спаси6о, Алёша, эс мана ҫӑлтӑн… Дикӑн куҫӗнче вара никам аркатайми ҫирӗплӗхпе паттӑрлӑх ҫуталса тӑрать. Тупа ҫапла тума хушать: хурах ушкӑнӗнчи ачасен пурин те пӗр шухӑшлӑ пулмалла, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене никама та пӗлтермелле мар; енчен пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑри ачана кӳрентерсен, ҫав ҫынна тата унӑн мӗнпур тӑванӗсене вӗлерсе пӗтерме шайкӑри пӗр-пӗр ачана хушатпӑр, вӑл вара лешсене пурне те вӗлерсе пӗтерсе, вӗсен кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес — хамӑрӑн шайка паллине — касса кӑлармасӑр апат ҫиме те, ҫывӑрма та пултараймасть. — Пырать-ха, — терӗм эпӗ салхуллӑн. — Э-э унтан хӑрамалли ҫук, — лӑплантарчӗ ӑна Остен, — урӑх ҫул ҫук кунта; каялла кӑна ан кайччӑр! Каялла кайсан вара турӑ хамӑра вӑй патӑрах, кансӗртерех пулать вӗсене хуса ҫитме. Эпӗ тухса кайрӑм. Тимофеич пӑтранса кайнӑ, нимӗскер те калайман.. — Чӑннипе сана мӗнле чӗнеҫҫӗ? Эпӗ вӗсен хыҫҫӑн пыраттӑм та мана ҫак пусма тӑрӑх Николай Антоныч хӑпарнӑн туйӑнчӗ, алӑка тӑнкӑртаттарса карчӑк хӑйне мӗн каланине пӗр сӑмах чӗнмесӗр итленӗ пек туйӑнчӗ. — Мӗн тата? — пӳлчӗ ӑна Елена. — Санӑн часах каймалла-и? Эпӗ ӑна унӑн тӳрӗ те тӗрӗс кӑмӑлӗшӗн юрататтӑм, ҫитменнине, вӑл мана иртни ҫинчен аса илтернипе хаклӑччӗ. Хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлет: Мускавра лайӑх заказсем илнӗ. Пурне те хатӗрлесе тухсан, вӑл ҫӑраҫҫине маркиза кайса пачӗ. Маркиз ӑна кӗсйине чиксе хучӗ. Вӗсем вырӑнне ҫав пуҫа халь урӑх ырӑ шухӑшсем кӗрсе вырнаҫнӑ, ватӑлан чӗрене вӑхӑтран вӑхӑта йӑлтӑркка ӗмӗтсем те ӑшӑта пуҫланӑ. Акӑ, кур-ха — мӗншӗн пӗтрӗ Плетнёв? — Кам тав тӑвӗ сире ҫакӑншӑн? — ыйтрӗ амӑшӗ. Нумай калаҫрӗ-и, сахал-и, ҫулҫӳревҫӗсем юлашкинчен пурпӗрех пӗлчӗҫ: Независимость форчӗн начальникӗ тахҫан авал французсен ҫарӗнче сержант пулса пурӑннӑ иккен, вӑлах Паршапп юлташӗ те пулнӑ. Унта пӑрсен хушшине хӗсӗнсе ларса ҫурҫӗрелле ерипен шӑвакан карапӑн пурнӑҫӗ ҫинчен пӗтӗмпех ҫырса кӑтартнӑччӗ. Ҫак сӑмахсене итленӗ чухнехи туйӑма епле каласа парас ӗнтӗ? — Юрӗ, Сакнуссем вӑл сӑмахсене хӑех ҫырса хӑварнӑ тенипе эпӗ килӗшетӗп, анчах вӑл ҫав виҫӗ ҫула чӑнахах та кайса ҫӳрени ӑҫтан курӑнать-ха? Синопӑн ҫакӑн ҫинчен те тӗплӗн ыйтса пӗлесси килнӗ, анчах унӑн куҫӗсем хупӑннӑ, ӑна вара ҫывӑрма вырттарнӑ. Хӗрсемпе кӑшт ларнӑ хыҫҫӑн, Екатерина Михайловна хӑй пӳлӗмне кайрӗ. «Тху! епле хӑратса ячӗ, эсрелӗ!» — тенӗ хӑйне хӑй Ваҫили Андрейч. Анчах ҫаксем пӗтӗмпех, манӑн пӗтӗм хуйхӑмпа юнӑм — хамӑн кӑкӑрпа пуҫ миминчи япалашӑн пӗчӗк хак анчах… Юпитерӑн пӗр-пӗр спутникӗ ҫак мӗлкене лексен, вӑл тӗттӗмлене пуҫлать. Тӑхтаса тӑнине пӗтни тесе шутланӑ. Вӑл Николай ҫине тинкерсе пӑхрӗ, анчах унӑн сӑнӗнче яланхи ырӑ кӑмӑллӑха хупласа лартнӑ пӑшӑрханусӑр пуҫне урӑх нимӗн те асӑрхамарӗ. Анчах хула шӑпи татӑлнӑччӗ ҫав ӗнтӗ, ӑна Тосун-бей ушкӑнӗ илнӗ пулчӗ. Говэн йӑшӑлтатрӗ тата сасартӑк вӑратнӑ ҫын пек, тӗлӗнсе куҫне уҫрӗ. Радуб та курчӗ вӗсене. Вара вӑл пӗлӗт ҫине пӑхса, ӑна чӑмӑрӗпе юнарӗ. — Акӑ санӑн тӗрӗслӗхӳ мӗнле, ҫӳлти турӑ! — терӗ вӑл тулса килнӗ ҫиллипе. «А, эсӗр, сударь, мӗскӗн хӗрарӑмран кулма чарӑнатӑр-и? Петр унпа килӗшмесӗр, пуҫне пӑркаларӗ; унӑн шӑллӗне ҫак ӗҫе тӑвас шухӑша пӑрахтарас килчӗ, анчах та, хирӗҫ калама сӑмах тупаймасӑр, вӑл сасартӑк:— Ҫурмалла парӑпӑр; ҫуррине — эсӗ, ҫуррине эпӗ, — терӗ. Шӑпах ҫав чӑнкӑ вырӑн хӗрринче, юр айӗнчен царвульӑ сырнӑ мӑшӑр ура курӑнах кайрӗ. Анчах эс вӗсене итлеместӗн, тӑхӑнса ҫӗтетӗн те кӑларса пӑрахатӑн.. Пурне те пӗлме юратакан ҫынсем чӗмсӗр итальянецӑн вӑрттӑнлӑхне ҫул ҫӳресе пӗтериччен те пӗлеймен. Анчах эсӗ халь унӑн историне кӑштах та пулин пӗлӗн. Ыран мар-тӑк, виҫмине килсе ҫитеҫҫӗ. Челкаш, шӑлне йӗрсе, чӗлхине тӑсса кӑларчӗ те, пит-куҫне хӑрушӑлатса, йӗкӗт ҫине чарса пӑрахнӑ куҫӗпе шӑтарас пек пӑхса илчӗ. Павел пӗр вӗҫӗмсӗр вулать — Мартӑн кӗнеке нумай, каҫсерен Мартӑпа Надя туссем, пӗрле ӗҫлекен юлташӗсем пухӑнаҫҫӗ. Гусев маузерне пиҫиххинчен ҫакса ячӗ (темӗн те сиксе тухма пултарать), елпӗрсе кулчӗ те люка яриех уҫрӗ. Пырать. — Господа, господа, тархасшӑн личноҫсене ан тӗкӗнӗр! — кӑшкӑрса ячӗ Николай Петрович ура ҫине тӑрса. Хӑлатсем Прери тӗлӗнче ярӑнса ҫӳрекен хура хӑлат ушкӑнӗ, — вӑл кӑнтӑр Техасшӑн яланхи картина пулать. Сасартӑк ун кӑмӑлӗ пӑсӑлчӗ, вӑл кулянма пуҫларӗ. Пӗр енче инҫетре симӗс уй-хирсем курӑнаҫҫӗ, тепӗр енче — аслӑ тинӗс хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртать. Ҫав штурман ҫырӑвӗсене почтӑпа янӑ пулсан, пакетне те вӑл ҫав почтӑнах янӑ пулӗ. Кашкӑрӑн чӑтӑмлӑхӗ хӑрушла пулнӑ. Эпӗ пӗр хресчен-старике, чи паллӑ контрабандиста: халӑх хӑйӗн епископне питех те юратать пулмалла, терӗм. Вӑл мана: «эпир пупсене юратмастпӑр, вӗсем пурте суеҫҫӗсем. Эпир монсиньор Монтанеллие юрататпӑр. — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтнӑ майор, ун патнелле пырса. Кондитерскине хӗрлӗ жилет тата тиртен ҫӗленӗ калпак тӑхӑннӑ хресчен каччи кӗчӗ. Ку художник хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗсенчен пӗри иккен, вӑл ҫамрӑкранах искусствӑна юратса чӗререн ӗҫе пуҫӑннӑччӗ, унтан вӑл, тусӗсенчен, тӑванӗсенчен уйрӑлса тата яланхи хӑнӑхӑвӗсене пӑрахса, таса тӳпене пула искусство хӑватлӑн аталанакан ҫӗре, ку хула ятне асӑнсах художникӗн ҫулӑмлӑ чӗрине вӑйлӑ таптаракан Рима кайрӗ. — Анчах йӗрӗнтерет-ҫке вӑл мана! Иван Иваныч тухтӑр. — Эпӗ сиртен: ӑҫта каятӑр, тесе ыйтатӑп? — ыйтрӗ вӑл старикрен тепӗр хут. Ку Егор Андреевич Курнатовский пулчӗ. — Пӗлме ирӗк парӑр, сирӗн хушаматӑр мӗнле вара? Стручков унӑн хӳри хыҫне пытанса, «мертвая зона» тенӗ ҫӗрте, бомбардировшика хыҫалтан хӳтӗлекен икӗ пулемётран сыхланса пынӑ. Шишкин авланнӑскерччӗ, анчах унӑн арӑмӗ ялта юлнӑ та вӑл та урай ҫӑвакан хӗрарӑмсем ҫинелле пит пӑхкалатчӗ. Вара, пурнӑҫ хӗсӗклӗхӗпе тинки тухиччен хӗн куракан этемӗн асаплӑхӗшӗн тарӑхса, кӳренӳпе тулса, вӑл, усал хуйхӑ капланса килнипе, тӗттӗмре йӑлтӑртатакан хула ҫутисен еннелле пӑхнӑ та, хулӑн та янӑравлӑ сасӑпа ӳхӗрсе янӑ: — О, шуйттансем… анафемӑсем! Унтан сӗтел хушшине лартӑмӑр та, Том тӑхлан кашӑка Сайлас тете кӗсйине ячӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм: Илинька Грап, мана курсан, питӗм ҫине сурать тата, ман ҫине сурса, тӗрӗс тӑвать; Ах, мӗнле хитре шӑна!.. Килӗнче вӑл пуҫне тӳрех минтер ӑшне чикрӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те ҫывӑракан хӗрача ҫине ҫав тери ҫиллеслӗн пӑхса илчӗ. Ҫапларах та кала-кала кӑтартнӑ тата: Балкис амӑшӗ пӗррехинче, шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн, темле турӑ, вӑхӑтлӑха хур пулса тӑнӑскер, хӑй вӑрлӑхне хальтерех кӑна хӑварнӑ ҫӗре, хӑйӑр ҫине, ларнӑ-мӑн те, ҫав ӑнсӑртлӑха пула вара вӑл Савӑн хитре майра-патшине ҫуратса панӑ имӗш. Итлетӗн-и мана? Лашана васкатма пӗр пӗчӗк хулӑ хуҫса пар-ха мана. «Унта пӗрре те Петербург хулин ытти пайӗсенчи пек мар; ку вӑл столица та, провинци те мар; Коломна урамӗсене кӗрсенех ҫыннӑн мӗнпур ҫамрӑк ӗмӗчӗсем сӳнсе ларнӑ пек пулаҫҫӗ. — Тархасшӑн мана аппапа ан танлаштарӑр, васкавлӑн пӳлсе хучӗ Катя: — ку маншӑн ытлашшипех усӑллӑ мар вара. — Эпӗ сирӗнтен пӗр сӑмах ыйтас тетӗп. Черняк ача умне пырса тӑрса, ӑна хура куҫӗсемпе хыпала пуҫларӗ. Мӗншӗн? — тесе ыйтаҫҫӗ. Унччен малтан тӑван хуларан илнӗ ҫырусем уншӑн кашниех пысӑк савӑнӑҫ кӳнӗ, унӑн фронтри йывӑр кунӗсене нумай вӑхӑтлӑха ӑшӑтнӑ, анчах халӗ вӗсем Алексее пӗрремӗш хут савӑнтармарӗҫ ӗнтӗ. Саша, ун аллине тытса, хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ питне ҫӗклерӗ, амӑшӗн питӗнчен именсе пӑхрӗ. Ҫапла ав ҫав лавсем патне ҫитиччен тенӗ пек утрӑм та курах каятӑп — вут ҫути йӑлтӑртатать кӑшт. Хапха умӗнче Демка Ушаков ним тума аптраса тӑрать. Кӗҫех пӗр сулӑ курӑнчӗ — тӑхӑр пӗрене пӗрлештерсе ҫыхнӑ. Пӗр шӑрпӑкне коробки ҫумне виҫӗ хутчен сӗрчӗ те тин асӑрхарӗ: шӑрпӑк вӗҫӗнче кӳкӗрчӗ ҫук иккен: «Тьфу, мур илесшӗ! — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче тарӑхса. — Акӑ сана! — терӗ генерал. А ку кам вара сирӗнпе пӗрле? — терӗ вӑл, хӑй патӗнчех ларакан шкатулка ӑшне укҫине пытарнӑ май, Володя ҫине тӳррӗн пӑхса. Алӑкӗ — йывӑр». Сасӑсем кашни харпӑр хӑй вырӑнӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри мӗнле вырнаҫса тӑнине вӑл пит лайӑх тӗшмӗртнӗ. Пӑртак чӗнмесӗр выртсан, вӑл каллех каларӗ: — Мӗнле вӑл труках, э? Ну, кӑштах сахалтарах пулӗ-и, тен… Вӑл хӑй хыҫҫӑн ӗнине ҫавӑтса пырать, ӗни хыҫӗнчен, мӑйӗнчи кантрине ҫапкалантарса, пӑрушӗ васкаса утать. Тӗрмере тата ытларах хӗрелнӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ Самойлов, Василий Гусев, Букин, Драгунов тата ытти хӑшпӗр ҫынсем уяври демонстрацие хӗҫпӑшалпа тухма кирлине ӗнентерме тӑрӑшрӗҫ, анчах Павел, хохол тата ыттисем вӗсемпе килӗшмерӗҫ. Анчах хальхинче Халл капитан сунар хыҫҫӑн типҫӗр ҫине тухса ӗҫе вӗҫлеме каялла таврӑнасси ҫинчен шутлама та пултараймарӗ. Тарнӑ Ҫав ят суд членӗсем хушшинче сенсаци тӑвать. Тетка янах шӑммине сиктернӗ, малти урисене тӑснӑ, унтан вара вӗсем ҫине-пуҫне хунӑ. Эсӗ мана хӑрататӑн, Давыдов! Мӗн пирки кӳреннине тӗрӗслӗр те кирлӗ майсем йышӑнӑр, — терӗ те Петлюра, инспектор енне ҫавӑрӑнса:— Парада пуҫлатпӑр, — терӗ. Куҫ хупса та ӗлкӗреймерӗмӗр, путсӗр старик шалт аптраса ӳкрӗ, ҫав ҫын ҫинелле тӳнсе кайрӗ те, янаххине унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, ҫурӑмне куҫҫулӗпе шӑварма тытӑнчӗ. — Мӗн тери шел! Мӑнтарӑн пиччеҫӗм! Вилсе кайнӑ. Кураймарӑмӑр пулать ӑна! О, мӗн тери йывӑр! Сирӗн пирӗн патӑрта пуласах пулать. Чӑнласах та ученӑйӑн сӑн-пичӗ те улшӑннӑ пек туйӑнать. Тома ку сӑмахсенче темӗскер ырӑ марри пур пек туйӑнчӗ, вӑл кӑшт шикленме те тытӑнчӗ. Цанко турӑран пӗртен пӗр сӑмахпа кӑна йӑлӑнса кӗл турӗ: ҫак ҫынсем ун хӗрне ан тивччӗрех. Эпӗ унран пӗр тӑватҫӗр фут ҫӳлерех иртӗп. — Сан пата Петерсон майринчен ҫыру килчӗ. Кирила Петрович хӑй писарьне ҫырӑва сасӑпа вулама хушать те ҫак сӑмахсене илтет:Ырӑ кӑмӑллӑ государь! Тӗксӗм сӑнсенче куҫсем ялкӑшрӗҫ, шӑлсем ҫуталчӗҫ. Хӑваласа кӑларчӗҫ пире картишне прикладсемпе тӗртсе, тӑватшарӑн тӑратрӗҫ те, хапхана уҫса, урама илсе тухрӗҫ. Мустанга пӑрахса хӑварсассӑн, эпир хамӑр хыҫҫӑн урӑх хӑвалассинчен те хӑтӑлатпӑр пулӗ. — Илсе кил кунта ҫӗр улмине, тасатма пулӑшӑп. Анчах унӑн илемлӗ тӗттӗм куҫӗсенче ҫӑлтӑр ҫуттисемсӗр пуҫне нимӗн те палӑрмарӗ. Вӑл романтик пулман, унӑн вӗҫкӗнрех те типӗ, французсенни майлӑ мизантроплӑ вӗри чунӗ шухӑша кайма пӗлмен. Пӗрре ӑна ҫавӑн пек Трофимыч мучи курнӑ, тет те: — Мӗн шыратӑн эсӗ, Иван Иванчӑ, улпутӑм? — тесе ыйтнӑ, тет. Ҫав вӑхӑтрах хӑй:— Мӗншӗн пийӗн патйа пуймастӑй-ха? — такӑлтатрӗ селӗпреххӗн. Василиса Егоровна, упӑшки ҫаплах таврӑнманнине кура, Палашкӑна каллех ӑна чӗнме ячӗ. Тӗттӗмрех ҫӗрелле хыпашлакаласа, Юргин салтаксене яра-яра тытса ҫӗртен тӑратма тытӑнчӗ. — А мӗн? — ыйтрӗ Полозов тепӗр хут, апельсинӑн татӑкланнӑ пӗр татӑкне ҫӑвара хыпса. Ыран ирхине карапа пӑхма таможня чиновникӗсем килеҫҫӗ. Ун чухне пушӑ пичке ӑшне пытанӑр. Ҫак ыйтӑва эпир сулӑ ҫинче ҫӗрӗпех сӳтсе яврӑмӑр, хӑш ҫимӗҫе кивҫен илме пӑрахмалла-ши пирӗн: дыньӑсемпе арбузсене е тата хӑшне те пулин урӑххине. Унта, Корриентес сӑмсахӗн вӗҫӗнче, вӑл меслетсӗр вӑйлӑ ҫилӗн хаяр вӑйӗсемпе кӗрешнӗ, ҫав ҫил шӑп кӑна пампассенче аслатиллӗ ҫумӑр пынӑ чухне пирӗн ҫулҫӳревҫӗсене темӗн тери урнӑ аскӑнлӑхӗпе асаплантарса пӗтернӗ. Икӗ стена ҫумӗнче икӗ кровать, кӗтесре ылтӑн ризӑпа ерешлесе тунӑ пысӑк икона, турамӑшӗ ҫакӑнса тӑрать, ун умӗнче шупкарах хӗрлӗ лампадка ҫунать. Виҫҫӗмӗш стена вырӑн-вырӑнта ҫунса пӗтрӗ, пулса юлнӑ шӑтӑксенчен ҫулӑм хӑйӗн хаклӑ йышши чулӗсене сапаласа кӑларать; мачча ҫинче ҫунакан сӗлӗпе улӑм чӳречерен ылтӑн ҫумӑр пек тӑкӑнать: сӗлӗ ахах, улӑм пӗрчисем мерчен евӗрлӗ курӑнаҫҫӗ. Юлашкинчен юр ирӗлме пуҫларӗ, ҫӑрттан та ӗнтӗ хӳрипе пӑра ҫапса ватрӗ, анчах Петро ҫав-ҫавах-ха, мӗн чухлӗ вӑхӑт ытларах иртет, ҫавӑн чухлӗ сивӗреххӗн пӑхакан пулса пырать. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ, унтан пире кашнинех чуптуса тухрӗ те: «Манӑн сире чипер кайӑр теес килмест, тепре куриччен тесшӗн эпӗ» — терӗ. — Вӗренесси мӗнле вара! Анчах та вӑл шухӑша кайса ларатчӗ, сӑнӗ те улшӑннӑччӗ унӑн. «Ку укҫа мана сахалтан та виҫӗ ҫул пурӑнма ҫитет, пӳлӗме питӗрӗнсе ларатӑп та ӗҫлетӗп ҫеҫ. Тепӗр самантран эпӗ те хамӑн малтанхи вырӑна, аттепе юнашар пырса выртатӑп. Симурден пӗлтерӳ ҫырать: «Обществӑна хӑтаракан комитет членӗсем! Эсӗ кунти вӑрмансене пӗлетӗн-и? Чӗлхесӗррин пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑл савӑннипе тискеррӗн мӗкӗрсе илчӗ. — Мӗн капла, Катя ытла ҫӗрле вылять, — асӑрхарӗ Одинцова. Ҫавӑнта вара кушаксемпе йытӑ виллисен шӑршине шӑршласа, ҫумӑр ҫунине тата ҫил вӗрнине итлесе, эпӗ часах университет маншӑн — фантази, пурӑнӑҫа кӗрес ҫук ӗмӗт пулнине, эпӗ Персие кайнӑ пулсан ӑслӑрах ӗҫ тума пултарнине тавҫӑрса илтӗм. Трусова та ӑмсанаттӑм эпӗ, — вӑл ҫын Ҫӗпӗр, Хива, Бухара ҫинчен тӗлӗнмелле интереслӗн каласа паратчӗ, архиерейсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен кулӑшла та пит хурласа калатчӗ, пӗррехинче тата III-мӗш Александр патша ҫинчен вӑрттӑн кӑна ҫапла каласа хучӗ: — Ку патша хӑйӗн ӗҫӗнче маҫтӑр! — Ҫав Сакнуссем, — тет пичче, — пысӑк ученӑй пулнӑ, ҫавӑнпа та, вӑл хӑй чӗлхипе ҫырман пулсан, апла вӑл ун чухнехи XVI ӗмӗрти нумайрах вӗреннӗ ҫынсем калаҫакан чӗлхепе, урӑхла каласан, латин чӗлхипе ҫырнӑ пулать. Асар-писер вӗҫтерекен тӑман витӗр перрон умне ҫитсе чарӑннӑ поезд ҫинчен салтак шинелӗ тӑхӑннӑ, хулпуҫҫисем ҫине пӑшалсем ҫакнӑ икӗ студент тата ҫаннисем ҫине хӗрлӗ лентӑсем ҫыхнӑ революци салтакӗсен отрячӗ анчӗ. Вӗсем станцири жандармсене, ватӑ полковнике тата гарнизон начальникне арестлерӗҫ. Кунтах ҫӗр выртӑр. Ҫыран хӗрринче ларакан чиркӳсен тӑррисем икӗ енче те темиҫе льерен курӑнаҫҫӗ; ҫак таврашра вӗсене юриех ҫӳллӗ, тинӗсри карапсем валли маяксем вырӑнне, аякранах курӑнмалла лартаҫҫӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен, старик тӗттӗмре хӑй мӗн шыранине тупрӗ пулас. — Ҫук, — васкавлӑн шухӑшларӗ вӑл, такӑнса, — кусем мана пӗри те кирлӗ мар. Галя савӑнӑҫлӑ хӗр. Алекҫей хӑй мӗн чухлӗ пултарнӑ таран витӗмлӗ каласа, Акулинӑн шухӑшӗсене урӑхла майлӑ ҫавӑрса яма тӑрӑшнӑ; ӑна вӑл хӑйӗн ӗмӗтӗнче нимӗнле усал шухӑш ҫукки ҫинчен, хӑй енчен Акулинӑшӑн нихӑҫан та ӳкӗнӗҫлӗ пулма сӑлтав пулас ҫукки ҫинчен, вӑл хӑй унӑн сӑмахӗнчен нихӑҫан та тухас ҫукки ҫинчен каласа ӗнентерме тӑрӑшнӑ, хӑйне пӗр савӑнӑҫ ҫеҫ пама — унпа улах вырӑнта хуть кун сиктерсе, хуть эрнере икӗ хутчен куҫа-куҫӑн курнӑҫса тӑма йӑлӑннӑ. — Парасси ҫине шанатӑп, — терӗм эпӗ, ӑна ответлесе. — Пур матроссем те мӗнпур укҫаран хӑйсене тивӗҫлӗ пайне илмелле, — терӗм. Ҫынсене хаваслӑ калаҫусемпе савӑнтар, ытларах суй, мыскарасемпе тӗлӗнтер, санӑн ӗҫӗ те ҫавӑ ҫеҫ, тусанлӑ мар вӑл, анчах укҫине вара нумай парать. Ҫутҫанталӑк хӑех унӑн стенисене ҫирӗп известь тулӗнчен тунӑ. Ҫав чул ҫинче, сивӗ тар тухнӑ пекех, нӳрӗ тумламӗсем ҫакӑнса тӑнӑ. Нихҫан та ун пек пулмасть. Егор хӑйӗн така тирӗнчен ҫӗлетнӗ пальтоне тӑхӑнчӗ те пӳртрен тухрӗ. — Мӗншӗн ан пултартӑр? — Ну тата! Лапутянсем ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, вӗсем тӑхӑрвунӑ тӗслӗ тӗрлӗ кометӑна асӑрхаса, вӗсем хӑш вӑхӑтсенче таврӑнассине питех те тӗплӗн шутласа кӑларнӑ пулать. Унта кайнипе эпир ӗнтӗ ӑна пурӗпӗр пулӑшаймастпӑр». Мирон хӑйӗн арӑмӗ Анна ятлӑ пулнине, вӑл вунсакӑр ҫултине пӗлтерчӗ, анчах хӑйне унпа пӗрле чӗрӗк миллион панине тата вӑл хут фабриканчӗн пӗртен-пӗр хӗрӗ пулни синчен шарламарӗ. Тискер кайӑксем аякри хӑмӑшсем ӑшне тата Терек леш енчи тусем хушшине куҫнӑ. Вӑл, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, пилӗкне алӑпа тытса, пуринчен те хытӑрах сасӑпа калаҫать-кулать, ун ҫине пӑхсан, вӑл хӑрах аллипе темскер питӗ-питӗ йывӑр япала йӑтса пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерме хатӗрленнӗн туйӑнать. Ӑна эсир библирен касса илнӗ! Юрӑ, пуҫланнӑ пекех, пӗтессе те сасартӑк чарӑнчӗ, ҫур нотӑна ҫитсенех юрӑҫӑн ҫӑварне сасартӑк хупланӑ пек туйӑнчӗ. — Ҫапла ҫав. — Пӗлместӗп, эсӗ мана та, ытти граждансене те йӗркеллӗ ӑнлантарса пар-ха: мӗн сӑлтавпа тивӗҫлӗ мар эпӗ? Ехусем мӗн пӗчӗкренех ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӑл, чӑнах та, ӑнтан яракан ачаш сӑмах каласа ирӗлсе пынӑ пекех туйӑнатчӗ. — Яланах. Вӑл лётчикӑн кашни хускануне ҫеҫ мар, рульсем ҫинче выртакан алли чӗтренине те сиснӗ, вара ӑна ҫавӑнтах сывлӑшра унталла е кунталла вӗҫнипе палӑртнӑ. Солененький — вӑл чи юратнӑ ачаш сӑмах пулнӑ, ӑна вӑл ытла та пӑлханса, хӗрӳленсе кайнӑ минутсенче ҫеҫ каланӑ, ҫак сӑмах вара Якова тутлӑн та ачашшӑн урса каяс таранах ӳсӗртсе янӑ. — Евгений, — терӗ малалла Василий Иванович, Базаров куҫӗсене уҫман, ӑна курма пултарайман пулин те, ун умне чӗркуҫленсе ларса. «Пионерская правда» валли тӗслӗх! — хӑйӑлтатрӗ штаб начальникӗ. Вӑл ҫарансем ҫинче ҫӳрекен сурӑхсене, тихасемпе ҫамрӑк ӗнесене тытса никам ҫитмелле мар ҫӳллӗ тунӑ йӑвана йӑтса каять. Унтан каллех Иван патне пӗшкӗнсе, вӑл: — Сывалӑр, ывӑлӑм! — терӗ. Юлашкинчен вӑл каялла ҫаврӑнса килнӗ те Ваҫили Андрейч аллинчен тилхепе илнӗ. Иккӗмӗш кунӗнче, столовӑйӗнче пӗр сӗтел хушшинче ларнӑ чух, Стручков тӳсеймерӗ, ӑна асӑнчӗ, анчах темшӗн ячӗпе каламарӗ. Мӗн шухӑшлатӑн, Петр? Ҫураҫнӑ хӗр парнеленӗ пурҫӑн пиҫиххине пӳрнисемпе пӗтӗркелесе, ывӑлӗ хуллен кӑна:— Ялта пурӑнма ҫӑмӑлтарах, лӑпкӑрах, — терӗ. — Ну… кунӗпе ҫывӑрсан, тата та ҫӑмӑлтарах… — Туя тӑсаҫҫӗ-ха вӗсем. — Тӳс кӑштах. Акӑ, юлашкинчен, Петршӑн тахҫанах кӗтнӗ йывӑр кун килсе ҫитрӗ. Ҫапла вара, ку ӗҫ татӑлнӑ: Феничка манӑн… belle-soeup пулать. Вӑл хӑйӗн пур юлташӗсене те: «Эсир тӗн енчен ҫителӗклех ҫирӗп тӑмастӑр, пӗрмаях «нетовщина еннелле сулӑнатӑр» тесе ӑраснах ӳпкелеме юрататчӗ: — Ӑна пӑрмаях сирсе Алексаша пӑтратса тӑрать, ав мӗнле автан авӑтма тытӑннӑ вӗт! — тетчӗ. Ҫав шыҫкана йӗппе ҫеҫ шӑтармалла. Ӑна тума мана Захар Прокофьевич вӗрентрӗ, пӗлес тетӗр пулсан, вӑл мӗнле пулнине эпӗ сире каласа та парӑп: пыратӑп та эпӗ ун патне…» Тӗтӗмпе тусанӑн ҫӳлелле-айккинелле ывӑтӑннӑ капламӗсем уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ. Сирӗн ыйтӑва хирӗҫ тӑруках ответ пама ҫук. Ҫак сӑмахсем пӗтӗмпех ун патне ҫитнӗ; анчах вӑл итлемен вӗсене: унӑн характерӗ ирӗклӗ те ҫирӗп пулнӑ. — Христофор атте! — кӑмӑлсӑррӑн асӑрхаттарчӗ Кузьмичов — Кайма вӑхӑт ҫитнӗ, лашасене кӳлнӗ, эсир пур, туршӑн та… Эпӗ вара, турӑ каҫартӑр мана, Тома пуҫӗнчен пӳрнескепе шаккарӑм. Мӗскӗн ачам, пӑчланнӑ телейсӗр ача! — Шурочка пуҫне ҫӗклерӗ те, Ромашов каланине хӑй умне кӑларса тӑратма тӑрӑшса, куҫне хӗссе, инҫетелле, пӳлӗмӗн тӗттӗм кӗтеснелле тинкерчӗ. Анчах, ҫӑва патне, мӗн ӗҫӗ пулма пӗлтӗр-ха кунта, ҫынна кашни ҫур сехетре пыра-пыра чӑрмантараҫҫӗ пулсан: хӗскӗчри хӗрнӗ тимӗр сивӗнсе кӑвакарать, ватӑ тимӗрҫӗ Сидорович мӑкӑртатать, вӗркӗч ачи те пулин, Давыдов ывӑннӑ аллипе, кӑранташне ҫӗре ӳкере-ӳкере, ӗҫпе илсе килнӗ ҫӗнӗ хут ҫине, чипер саспаллисем вырӑнне темле кукӑр-макӑр каркаласа кайнине кура, уҫҫӑнах кулать. Эпӗ суту-илӳ тӑвакан карап ҫине пытантӑм та, кӑнтӑр Америкӑна кайрӑм. Фасад пӑсӑлнине хӗрлӗ карандашпа паллӑ туса вӑл мана татах хут пачӗ. Манӑн пурӑнӑҫ начарччӗ, анчах ман пата кукамай хӑнана пырсан, хама-хам тата начартараххӑн туйӑнатчӗ. Куҫса пырӑр пирӗн пата, ун пек туни тата лайӑхрах, тупата та. — Ну, ку нимӗнех те мар, эпир шыва порципе пайласа ҫеҫ ӗҫкелесе пырӑпӑр, Аксель, — терӗ пичче. Хытӑ мар-и?» Пит те аптраса ҫитнӗ вӑхӑтра, операци хыҫҫӑн, хӑйӗн хуйхи ҫинчен кама та пулин ҫав тери каласа парас килнӗ чух, Алексей ун патне пысӑк та салху ҫыру ҫырса янӑ. Владимир хӑй тата ҫав виҫӗ тарҫах Андрей Гаврилович тупӑкне ҫӗклерӗҫ те, ӑна масар патнелле илсе кайрӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн пӗтӗм ял пычӗ. Каларӑм ӗнтӗ, юлашкинчен эпир хамӑрӑн ӗҫе туса пӗтертӗмӗр, анчах пит тертлентерчӗ вӑл пире, уйрӑмах Джима. Капитанпа мистер Эрроу ӗҫ хушса тӑраҫҫӗ. Вӗсен туртӑмӗсем пӗртте пӗрешкел мар, Володьӑпа Дубков чӑнласа шухӑшлассине, сисӗмлӗхе аса илтерекен кирек мӗнрен те хӑранӑн туйӑнаҫҫӗ; Нехлюдов, пачах урӑхла, калама ҫук хавхалануллӑ, хастар ҫын, час-часах хӑйне тӑрӑхланине пӑхмасӑр, философи ыйтӑвӗсемпе туйӑмсем ҫинчен пуплеме пикенет. Йӗрлекенсем ӑна халь бук катинче шыраҫҫӗ, унта вӗсем тупаймаҫҫӗ ӗнтӗ, вара ҫак айлӑма та аса илеҫҫӗ. — Робэр, Ро-обэр, — тетчӗ дама хуллентерех, лашана хитрен каҫӑртнӑ мӑйӗнчен хыттӑн ҫат-ҫат ҫапатчӗ. Эпир икӗ сӑмсах умӗнчен иртсе кайсанах, пире йӗри-таврах ҫӗр ҫавӑрса илчӗ. Анчах хӑй вӑл кун пирки пӗлмен. Ҫапах та, Халл капитан шутланӑ пек, йӑрӑмлӑ кит тӳрех кимӗ ҫинелле сиксе ӳкмерӗ, командӑн, урса кайнӑ чӗрчунтан хӑтӑлас тесе, гарпун ҫумне ҫыхнӑ лине касса татмалла пулмарӗ. Мухтав!» тесе кӑшкӑрчӗҫ. Петлюра карлӑк ҫинчен анчӗ, тарланӑ ҫамкине тутӑрпа шӑлса илчӗ. Вӗсенче ҫырнисем, Иван Петрович хӑй каланӑ тӑрӑх, пурте тенӗ пекех тӗрӗс, вӗсене вӑл тӗрлӗ ҫынсенчен илтнӗ. Хулана лекӗр патне янӑ. Ну, ку вӑл — нимех те мар, сывӑ пулсан тупӑнатех. Эсир пӗрремӗш ҫынсем, чӑн-чӑн ӗҫҫыннисем иккенне курса, эсир хӑвӑрӑн ӗҫӗре юратнине пӗлсе, эсир пурне те пултарнӑ, пурне те пултарассине шанса, эпӗ, пӗтӗм чӗлхемпе киленсе, сире хисеплесе, юратса, ҫакӑ тулли куркана — мухтавлӑ, тӗреклӗ ӗҫчен вырӑс купечествишӗн ҫӗклетӗп… Кунсӑр пуҫне, ун чӗринче пӗр ҫамрӑк ҫынсене кӑна паллӑ сӑлтавсӑр хурлӑх пулчӗ. — Мӗскер эсӗ, ятлаҫни мар ку. — Паллах, — тавӑрчӗ Актеон. — Ӑна сутма кӑларса тӑратаймастӑн! Ҫак вӑйӑ манра хамра пуррине те эпӗ кураттӑм, ку вара мана тата йывӑртарахчӗ. Халь ҫине курни-илтнисем пӗрре те вӑл хӑй иртнӗ кунсенче, нумаях пулмасть курни-илтнисемпе ҫыхӑнса пымаҫҫӗ-мӗн: пысӑк та ҫутӑ паркетлӑ зал, экзамен залӗ, савӑнӑҫлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ сасӑсем, юлташӗсен кулли, ҫӗнӗ мундир, юратнӑ патша, ӑна ӗнтӗ вӑл ҫичӗ ҫул хушшинче ялан курма хӑнӑхнӑ, ку патша куҫҫуле юхтарса сывпуллашнӑ чух вӗсене, эсир ман ачамсем тенӗ, — ҫапла ҫав, халь ҫине курнисем унӑн халичченхи илемлӗ те савӑнӑҫлӑ, ҫав тери ырӑ ӗмӗчӗсем патне питӗ сахал ҫывхараҫҫӗ. Юпа пек хытса тӑнӑ хӗрачан куҫне куҫҫуль карса илчӗ. Вӑл хӑйӗн пур пек хевтине пуҫтарса тем каласшӑн та пулчӗ — ҫавӑнтах такӑнчӗ; шӑпланчӗ. Эс хӑв кӗнекӳпе лар, эп хам кӗнекепе, тӗрлӗ ухмахла ыйтусемпе мана ан чӑрмантар. Чӑрмантарсан, ним хӗрхенмесӗр хуса кӑларатӑп. Шурӑ ҫухаллӑ ҫӗнӗ кӗпипе ҫӳретчӗ вара, хӑех сетеле тирпейлетчӗ, ӗҫлетчӗ, чипертерех курӑнатчӗ. Ҫапла вӑл нумайччен выртнӑ. Чӳрече витӗр тӳпенелле пӑхнӑ та — ҫунса пӗтекен каҫа ҫӗрлехи тӗттӗм ҫӗнтерсе пынӑ ӗнтӗ унта — куҫӗсене йӑвашшӑн та ачашшӑн чӗтренекен сенкертерех ҫутӑ ҫӑлтӑр ҫинче чарса тӑратнӑ Суламифь. Хӑвалатӑп лашасене, вӗсем тавра пӑвансем явӑнаҫҫӗ, тӳперен вӗри хӗвел ҫунтарать, ҫав тери шӑрӑх, ӑшша пиҫнипе йӑлтах халран кайрӑм, ыйӑх пуснипе ларса пынӑ ҫӗртех ларчӑк ҫинчен тирӗнсе антӑм. Эпӗ пӑрахутӑн надстройкине кӗрсе кайсан, вӑл сулӑ патне йӑпшӑнса пынӑ-мӗн, анчах сулли пулман, чунӗ тухас пек хӑраса ӳкнӗ вӑл: «Тинех пӗтрӗм ӗнтӗ, — тенӗ, — ӗҫ кирек епле вӗҫленсен те маншӑн пурпӗрех; енчен кам та пулин килсе ҫӑлмасан, эпӗ путса вилетӗп; енчен ҫӑлакан тупӑнсан, пурпӗр пысӑк укҫа илессишӗн мана килсе тытса каяҫҫӗ, унта вара Уотсон мисс Кӑнтӑра сутса ярать». Карчӑксем ун патнелле ыткӑнчӗҫ. Ҫӑлтӑрсене вӗреннӗ ҫӗрте фотографи мӗнле пысӑк вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен те каласа пама вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫав куна пурте кӗтеҫҫӗ, анчах кашниех хӑрать, хӑйӗн ӑшӗнче кашниех асӑрханса пурӑнать: ҫав пӗтӗмӗшлӗ валеҫӳ кунне епле те пулсан сисмесӗр юлас марччӗ, тет. Сылтӑмалла кӗрсе кайнӑ пулас эпир. Вӗсем иккӗшӗ ыранхи хӑнасем ҫинчен нумайччен шухӑшласа ларнӑ. Савӑнса хӗпӗртекенни пурри мана шартлама сивӗпе сивӗтет, эпӗ вара хама, енчен час-часах мӑран флегматикпа тӗл пулмалла пулсан, ҫав тери шухӑша парӑнма юратакан ҫын пулнӑ пулӑттӑм, тетӗп. Анчах ӑна каллех чарчӗҫ: — Эпӗ санпа пӗрле каяс терӗм, Бенито. Хӑйӗн ырӑ, йӑвашрах сӑнне тилӗрнӗ чухнехи евӗр туса хучӗ те, вирлӗн те килпетсӗррӗн сулӑнса, тӑма вӑл пӗтӗм вӑйӗпелен сӑптӑрчӗ. Эпӗ галерейӑна кӗрсен, ман ҫине ҫывӑхран пӑхасшӑн пулнӑн, аллӑмран тытса, мана хӑй патне туртса илчӗ те, ман ҫине ывӑлӗ пекех каштах сивлекреххӗн тинкерсе пӑхса, Дмитрий каланисем тӑрӑх хӑй мана тахҫантанпах пӗлни ҫинчен каларӗ, ҫемйипе лайӑхрах паллаштарас шутпа мана хӑйсем патӗнче пӗр талӑк пурӑнма сӗнчӗ. Эп ӳсӗр мар — эпӗ кунта пуринчен урӑрах! — Ефим, тасал кунтан! Унӑн ҫӳле хӑпарса тӑракан хыҫне ҫав тери чапӑр кавир витнӗ. Ҫунине мӑшӑр хӑрах ҫӳрен лаша кӳлнӗ. Ҫуна ӑшӗнче кашкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ тачка та хӗп-хӗрлӗ помещик ларнӑ. Вӗсене эпӗ, ҫавӑн пекех тата княгиня ҫыннисене те, билетсем салатса патӑм. — Э, ӑнланатӑп! Ашшӗ те, аппӑшӗ те, хреснашшӗ те, Люба та, Софья Павловна та — пурте вӗсем — е пурнӑҫа ӑнланма вӗрентеҫҫӗ, е пурнӑҫ ҫине ӳпкелешсе калаҫаҫҫӗ. Эпӗ йӑлтах манса кайнӑ-ҫке. Ним те тӑваймӑн. — Кӑлармӗ, — терӗ Лена. Анчах ҫавӑнтах хӑй мӗнле ҫын иккенне астуса илчӗ те аллипе сӗтеле ҫапрӗ. — Вӗҫсе ҫитет-и? — Шӑпах та… — Ҫӗр аллӑ градус тӗлӗнче, — терӗ Паганель. Неушлӗ ҫавӑн пек ухмахла хӑтланнине те ырлатӑн? Ҫӑлӑннисем ҫыран хӗрринчен тӳрех ҫакна асӑрхарӗҫ: кунтан ҫӑра симӗс вӑрман пуҫланать, вӑл таҫта инҫете тусем патне ҫитиех тӑсӑлать. Эпӗ пӑшалпа персе яма хатӗрлентӗм. Вӗсем чӗререн туслашаҫҫӗ. Лазаретран ӑсатнӑ чухне хӑшпӗр чухне куҫҫульпех те йӗретӗн вара. — Тархасшӑн, — пуҫне мӑнаҫлӑн сулчӗ Мигунов. Тепӗр ҫекундран унӑн алли Таука ҫилхинчен ярса тытрӗ те, вӗсем иккӗшӗ те часах тӗтре ӑшӗнче ҫухалчӗҫ. Акӑ, эпӗ, сӑмахран, Лушкӑпа уйрӑлса кайрӑм та, халӗ хама питех те лайӑх туятӑп. Малтан Огарнова шӳт туса илме шут тытнӑччӗ: Воропаев шӑши тытнӑ кушака аса илтерет, унӑн мяуклатасси ҫеҫ юлнӑ, — тесшӗнччӗ, анчах ун пек тӗслӗхе илсе кӑтартма ӑна аван мар пулнӑн туйӑнчӗ; ҫӑмӑллӑн карӑнса илчӗ те куҫӗсене аяккалла пӑрчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Воропаев хӑй пичӗ ҫине сывланине аванах туйрӗ, вӑл мӗн ҫинчен ыйтнине такӑна-такӑнах каласа кӑтартма тытӑнчӗ. Ху килӗшмерӗн, халь акӑ эпӗ сана ӗҫрен пӑрса пыратӑп пулать. Эпӗ халӑхпа пӗрле вокзалтан хӑвӑрт тухрӑм та лав тытса ҫийӗнчех ларса кайрӑм. Хӗрарӑм «Мятеж» кӗнекене тытса уҫкалать. Ҫӗр ҫинче, океан тӗпне анса ларнӑ материкра вӗсен Ылтӑн Ҫӗр Хапха ятлӑ хула пулнӑ. Эпӗ хам чапшӑн кӑна ҫырнӑ пулсан, ҫакӑ мана питех те кӳрентернӗ пулӗччӗ. Пӗтсе пыма пӳрнӗ нацин типлӑ представителӗ вӑл. Ҫапла хӗрхенсе ачашшӑн каланине илтсен, ача тата ытларах тарӑхса кайрӗ пулас, вӑл тата хытӑрах йӗме пуҫларӗ. Эсир манпа яланах йӗрӗннӗ пекрех калаҫма хӑтланатӑр, анчах кӑлӑхах ку, аслӑ Польша Ҫынни. Вӗсем мана пачах кирлӗ мар — ултӑ пинӗ те, ытти те. Куратӑн-и, мӗн-мӗн туса тултарнӑ! Вӑл ҫаплах-ха вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ. — Монтанелли ун чухне Пиза хулинчи духовнӑй семинарин каноникӗпе ректореччӗ. Вӑл Артура философи вӗрентетчӗ, унтан Артур университета кӗчӗ, анчах Монтанелли ӑна ҫаплах вӗрентме пӑрахмарӗ. Ҫынсем пурне те курнӑ, пурне те хут ҫине ӳкернӗ, ҫавӑнпа та пирӗн, кая юлса ҫуралнӑ географсен, ӗҫсӗрех муталанса ирттермелле. Ҫакӑн чул апатпа йӑлтах ӗшенсе кайса, ҫинӗ хыҫҫӑнах пурте ҫывӑрма выртнӑ, — вара Маякин килӗнче харлаттарни тата ыйӑх тӗлӗшпе вӑрӑммӑн сывлани ик-виҫӗ сехет хушши пӗр чарӑнмасӑр илтӗнсе тӑнӑ. Ҫӑрттан мучи, ӗнсине хыҫкаласа, шыв хӗрринче тата пӑртак тӑчӗ, унтан аллине шанӑҫсӑррӑн сулса ячӗ те, уксахласа, ӑйӑрӗсене кӳлме утрӗ. Юхӑм кимме тӳрех ҫав ҫуртсен еннелле юхтарчӗ, кимӗ сӑвайсем хушшипе иртсе каймалла, мӗншӗн тесен сулахай ҫыран ҫумӗпе иртме май ҫук — унта шывран чулсем кӑнтса тӑраҫҫӗ. Аха! Мӑйне татса пӑрахнӑ пушӑ бутылка, каялла та малалла чӗрӗ пекех, ыткӑнса ҫӳрет. Анчах суккӑр ҫын вӗсене, ҫав тери чыхланса ҫӳренӗшӗн, каллех вӑрҫса илчӗ. Вара паркри утмаҫулсем тӑрӑх Воропаева шоссе ҫине илсе тухнӑ май, вӑл ӑна колхозсем ҫинчен кӗскен кала-кала кӑтартма тытӑнчӗ. Эпир социал-демократи ялавӗ айне тӑрса тухнине — прокурор верховнӑй влаҫа хирӗҫ тӑвакан пӑлхав, терӗ, тата пире пӗрмаях патшана хирӗҫ пыракан пӑлхавҫӑсем вырӑнне хучӗ. Ҫапла тӑрук ҫилленнинчен вӑл хӑй те хӑраса ӳкрӗ. Эпӗ хам хӑратӑп. Юрла! Пур педагогсем ҫинчен те сӑмах пымастчӗ курӑнать, пӗрин ҫинчен кӑначчӗ пулас, мӗншӗн тесен пурте ҫаврӑнса пӑхкалама та пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, пӗрне-пӗри тӗккелесе илчӗҫ: алӑк патӗнче пӗр ҫӳлӗрех кӑна вӑтам ҫулхи ҫын, ҫӑра мӑйӑхлӑскер, аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хӗреслетсе, оратор сӑмахне тӑрӑшса итлесе тӑратчӗ. Эпӗ кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӑм; Зинаида шартах сикрӗ, ман атте ҫине чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ те, аллине тути патне илсе пырса, хӗрелсе ларнӑ вырӑна чуптурӗ. Ытах та халь кашни чӗчӗ ачи хӑйне хӑй: эпӗ пурне те пултаратӑп, эпӗ пурнӑҫа тытма килнӗ ҫын, — тесе ҫӳрет пулсан, ытах та ҫавӑн пек вӑхӑт ӗлкӗрнӗ пулсан, — парӑр ҫав йӗксӗке ирӗк! Анчах ҫапах та халлӗхе ҫеҫенхирте пурнӑҫ чӗрӗлсе хускални сахал палӑрать-ха, сӑвӑрсемпе тыркассем хӑйсен хӗллехи ыйхинчен вӑранса тухайман; тискер кайӑксем вӑрмансене, ҫырма-ҫатрасене тарса пытаннӑ, сайра-хутран кӑна кивӗ хытхурасем хушшинче хирти шӑши йӑпӑртатса чупса иртет е чӗпӗ кӑларма мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн уйрӑлса кайнӑ хир чӑххисем кӗрхи калча ҫинелле вӗҫсе анаҫҫӗ. — Апла иккен, — терӗ Петр, хӑйне хӑлхинчен туртса, — апла иккен! Унтан, хура-хӗрлӗ янахне сӑтӑркаласа, ассӑн сывласа илчӗ: — Ҫав ухмах Барская: кӑшкӑрнине те — ан ӗнен, куҫҫуллине — ан ӗнен, тесе тӗрӗссинех каларӗ пулмалла ҫав. Халӑх станицӑсенчен тухать — хӑшӗ ӗҫе, хӑшӗ юханшыв ҫине, хӑшӗ кордона. Ыран сып-сывӑ пулатӑн, анчах малашне асӑрхан… Вут пек вӗри! — Эсӗ ху служанка пулатӑн. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫав харлаттарни чарӑнса, шӑплӑхӑн кӗске интервалӗсем пулкаласа илнӗ, е сысна нӑриклетнӗ пек сасӑсем, е тата чӗлхине те лайӑххӑн ҫавӑраймасӑр: «Caramba! Чӳречерен такам ҫапла шаккарӗ те, хытӑ кӑшкӑрни илтӗнчӗ: «Петр Григорьевич, эсӗ кунта-и? Анчах та ҫав хушӑрах савӑнӑҫлӑ кӑмӑлӑма темле пӗлмелле мар шухӑшсем туллама пуҫлаҫҫӗ: тем чухлӗ айӑпсӑр ҫынсен юнӗпе вараланса пӗтнӗ усал ҫын, тата ӑна асаплантарса вӗлересси мана ирӗксӗрех кансӗрлесе тӑраҫҫӗ: «Емеля, Емеля! — тетӗп хам ӑшӑмра, тарӑхса, — мӗншӗн пӗррех хут эсӗ штык ҫине пырса тӑрӑнмарӑн, е картечь айне лекнӗ пулсан та аванрахчӗ? Эпӗ ҫавӑн тӳрӗ несӗлӗ, саккунлӑ герцог Бриджуотерский, анчах эпӗ ак ҫакӑнта — пӗр-пӗччен, хама тивӗҫлӗ чаплӑ чинӑмсӑр тӑрса юлтӑм, мана ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, пур ҫӗртен те хӑвалаҫҫӗ, чаплӑ ҫынсем сума сумаҫҫӗ, ҫӗтӗк ҫи-пуҫпа ҫӳретӗп, асапланса пӗтрӗм, чӗре ҫурӑлать — ирӗксӗрех сулӑ ҫинче темӗнле шульӑксем хушшинче пурӑнма лекет! — Кунашкал ухмахла япаласем ҫинчен пӗлес те килмест!.. «Тен, чӑнласах та вӗсем эпир хӑйсене укҫа парасса кӗтеҫҫӗ пуль, — шухӑшларӗ вӑл. Мӗн тума тытмалла-ха ара ҫакӑн пек сӑхӑма витере? Салтаксем пурте чӗнмесӗр, тем ҫинчен хытӑ шухӑшланӑ пек, махорка мӑкӑрлантарса лараҫҫӗ, хӑш-пӗрисем тата темшӗн каллех хӗҫ-пӑшалӗсене тыткала-тыткала пӑхаҫҫӗ. Хӗр, темӗскер, вирлӗн касса хурасшӑн пулнӑ, анчах, сӑмахне чарса, шӑпӑртах пулнӑ. Шухӑшлатӑп та, вӗсем урӑх нихҫан та пӗр-пӗрне курайрас ҫук! — Хӑҫан? Ултӑ кун хушши Пӑван ҫавна паттӑррӑн тӳссе выртрӗ. Бартелик кӑна хирӗҫ пулин те, ыттисем Корчагинпа килӗшеҫҫӗ. Каялла мӗнле таврӑнтӑн? Татах трюмра-и? Час пулӗ-ши? — Эппин мӗншӗн кунта кинжал выртать, — терӗ лутра жандармӗ, Петр Овчаров манса хӑварнӑ кинжала аллине илсе. Мана хама та чӑтма ҫук намӑс пулса килчӗ, хӑть ҫавӑнтах пӑрахса тухса тар. Пысӑк планетӑсен тытӑмӗ пачах шалти планетӑсен — Ҫӗрӗн, Марсӑн, Венерӑн, Меркурин тытӑмӗ пек мар. Вӑт, — тет, — мӗнле путсӗрсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн хушӑра! Хӗҫӗн ҫивӗч енӗ чӗп-чӗрӗ юнччӗ. Ҫапах та апрелӗн 6-мӗшӗнче ҫынсем иккӗленме пӑрахрӗҫ. Эсӗ те манран ытларах пӗлетӗн пуль. Ӗнер каҫхине тарса хӑтӑлнӑ хир сысни ҫине тарӑхнӑ пекех, вӑл халь вӗҫерӗнме пултаракан абрексем ҫине тарӑхать. — Француза путаратпӑр, улпутӑм. — Вӑл тӑчӗ те урӑх сасӑ ҫине куҫрӗ: — Манӑн пӗрремӗш приказ. Вӗсем саншӑн ҫулталӑкне ултӑ тенкӗ пама пулчӗҫ, вӑт ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ — пӗр тенкӗ те пулин памӗҫ-ши? тесе шухӑшлатӑп. Ромаҫ ман ҫине витрепе шыв сапрӗ, мужиксем пирӗн йӗри-тавра пухӑнса тӑрса, хисеплӗн мӑкӑртатрӗҫ: — Вӑйӗ пур вара ку ачан! Халь ӗнтӗ Игнат — арӑмӗ хӑйне нихҫан та, нимӗн тӗлӗшпе те парӑнас ҫуккине, ҫавна пула вӗсен хушшинче йывӑр кӗрешӳ ҫыхланса каяссине лайӑх пӗлнӗ. Унтан ҫурҫӗрелле Францин протекторачӗ пулса тӑракан Паумоту архипелагӗ вырнаҫнӑ. Ӑна пӗр хут ҫеҫ каламан ӗнтӗ эпӗ: укҫа тӳлесе ирӗке тух, Хорь, тӳлесе ирӗке тух, тетӗп. Сӑрт хушшисемпе пынипе туземецсем ҫур сехет хушши курӑнмарӗҫ. Кайран вӗсем татах курӑнчӗҫ. — Нимӗнле усал ӗҫ те пулман вӗт. Йӑлӑмра ҫын ҫук-ха. Вывески ҫине сигара туртакан негр кӗлеткине ӳкернӗ юнашарти магазинта, каллех ҫынсем пек тӑвас мар тесе, Жукова мар, султан табакӗ, стамбулка чӗлӗм, ҫӑкаран тата роза хуллинчен тунӑ икӗ чӑпӑк туянтӑм. Кӑмӑлу ырӑ эппин сан? Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Юратӑва, хӑвна ху хӗрхенменнине!» Халлӗхе ҫул ирӗклӗ, вӗсене Оренбурга, е тӑшмансем ҫитсе кӗмелле мар, инҫерехри шанчӑклӑ крепӑҫе ӑсатӑр. — Манӑн свидетель пур — Валька. Хӑйӗн айӑпне мӗнпе те пулин чакарас тесе, вӑл Тоня аллине ярса тытрӗ. Перронпа буфетра ҫутӑсем васкаваррӑн сӳнеҫҫӗ. Ҫийӗнчех лапп хупласа лартать яланхи, кулленхи тӗксӗмлӗх. Кирек хӑҫан та лӑпкӑ, ӗмӗтлӗ тунсӑхпа вӑрахчен пӑхса ӑсатса ярать вара Ромашов аран палӑракан хӗлхем пулса каҫ тӗттӗмнелле путакан юлашки вакун хыҫӗнчи пӗр тикӗс сулланса кайнӑ хӗрлӗ хунара. Старик шӑлсӑр ҫӑварне шухӑшлӑн чаплаттарса илчӗ, тем шут туса, кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, унтан ыйтрӗ: — Ӑнсӑртран илтмен-и эсӗ, унта, артистра, мӗн чухлӗ тӳлеҫҫӗ? Ҫутҫанталӑк панӑ хӑвӑрӑн пултарулӑхӑрсене пӑчлантарса пырса, эсир хӑвӑра кирлӗ пулакан апат-ҫимӗҫпе тӗрлӗ япаласемшӗн кӑна пурӑнатӑр, вӗсене тупас тӗлӗшпе эсир тӗлӗнмелле майсем шухӑшласа кӑларатӑр. Хӗр ҫураҫмалла. Унтан: — Апла эсир Алексей Иваныча чиксе пӑрахас тетӗр те, тата мана свидетель тӑвасшӑн? — Вуд, Нарборо, Фалькнер каланисене те ӗненме пулать, вӗсем каланипе патагонецсем — вӑтам пӳллӗ ҫынсем. Анчах ку хушӑрах ҫав сывлӑшра ярӑнса ҫӳрекен, ҫынсем пурӑнакан утрав ҫине пӑхса, унти ҫынсем утравпа хӑйсем хуҫаланса тӑнине, вӗсем утравпа мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума пултарнине курса тӗлӗнсех кайрӑм (ҫакна вулакан хӑй те ҫӑмӑллӑнах чухласа илме пултарать ӗнтӗ). Кӑна эпӗ хампа пӗрле илсе ҫӳреттӗм, лешне вара куҫ шӑрҫине упранӑ пек упратӑп, вӑл манӑн ята ҫырса, парнелесе панӑскер. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ хамӑр Энскран Мускава кайни ҫинчен ҫырса кӑтартас теместӗп. Райкомӑн ҫӗнӗ секретарӗ округри Контроль комиссинчен Нагульнов панӑ апелляцие илсен, Гремячий Лог хуторне ӗҫе тепӗр хут тӗпчесе тухма бюро членӗсенчен пӗрне ячӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара бюро Нагульнова партирен кӑлармалла тунӑ хӑйӗн решенине пӑрахӑҫлас, терӗ. Ҫав икӗ вӗҫ хушшинче пулакан кӗтес ҫӑлтӑрӑн горизонт ҫийӗнчи ҫӳлӗшне кӑтартнӑ. Сасартӑк Фомана тӗлӗнтермӗш хумхану ҫӗклесе илнӗ: унӑн ҫак рабочисен юханшыв пек сарлака та хӑватлӑ шавне, чуна кайса тивекен тимӗр ҫуйӑхавне, чакӑртатӑвне, ҫӗкленсе кайнӑ шыв хумӗсен чӳхенӗвне ҫуйхануллӑн кӗрсе каяс килнӗ. Уҫланкӑ тайлӑмӗнче, ӗшне хӗрринче, арҫын ача-кӗтӳҫӗ темӗн кӑшкӑркалать, сиккелет, тӳлеккӗн мӗкӗрекен хашисене кирпӗч сараялла хӑвалать. Мӗн чухлӗ халӑх юн тӑкса макӑрнӑ — ҫав сирӗн аслӑ ӗҫӗрсене пула? — О, манӑн юратнӑ хӗрӗм, о, манӑн паттӑрӑм, мӗнле каларӑн эсӗ ҫак сӑмахсене! — Эсӗ-и вара ку? Мӗн турӑм вара эпӗ, мӗнпе айӑпа кӗтӗм, мӗн сиктерсе хӑвартӑм-ши эпӗ пурнӑҫра чи кирлине, чи хаклине? «Сехет кӑларса пӑхас-ха, — тенӗ вӑл. Пӗрер секунд хушши тӑхтаса, командир ҫинчен хӑйӗн хӑмӑр та хӑюллӑ куҫӗсене илмесӗр, сержант васкамасӑр, сасса-мӗн хӑпартмасӑр ҫапла ответлерӗ: — Юргин, майор юлташ. Пӑшал сассинчен хӑранӑ Жухрай, айккинелле сиксе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Эпӗ ӑна ҫилленетӗп, кӑшкӑратӑп, каҫхине хам ҫирен атта кӑна мар, нускипе шӑлавара та хывтарттаратӑп. Вӑл вӑрӑ мана валли акӑ салтак пусӗсемпе, хӑйӗн юлашки пусӗсемпе, пирус илсе килнӗ. Ҫав ҫын де-Лантенак маркиз пулнине палласа илме йывӑр мар. Тумлансан вӑл йывӑррӑн сывласа илнӗ, хуҫисене тав туса алӑ панӑ та ҫутӑ, ӑшӑ пӳлӗмрен тӗттӗм, сивӗ ҫенӗке тухса кайнӑ; унта ҫил кӗрлесе тӑнӑ, чӗтресе тӑракан алӑкӗ витӗр юр тултарса лартнӑ. Хӗвелтен аякра пысӑк чул муклашки, тен, пысӑк чулсен купи вӗҫсе пырать. «Хыткан пулсан та хӑюллӑ», тетчӗҫ вара ман ҫинчен ачасем. Макӑрнипе унӑн пӗтӗм кӗлетки чӗтреме тытӑнчӗ те, вӑл, антӑхса каяс патне ҫитсе, пуҫне койка ҫине Егор ури вӗҫне хучӗ. Эпир «Лиденброк тинӗсӗ» хӗррипе пайтах вӑхӑт пырсан, пирӗн ҫул ҫинчи тӑпра урӑх тӗслӗ курӑна пуҫларӗ. — Эпӗ санран лайӑхрах пӗлетӗп, хам шутланӑ. — Ҫавӑ ҫав. Ӑнлантӑн-и? Мӗнех-ха ӗнтӗ, граждансем, Демид чӗнмесӗр лартӑр, эпир калаҫар, пирӗн вӑл чӗнменшӗн нимӗнле ӗҫ те ҫук. Хӗрача ещӗк ӑшне хӑй тупма пултарнӑ чи ҫемҫе матери ҫапрӗ, урайне кӗҫҫе сарчӗ, мана пуканин кроватьне лартса пачӗ, мана валли кӗпе-йӗм тата мӗн кирлисене пурне те хатӗрлерӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те мӗн май пур таран канлӗрех тума тӑрӑшрӗ. Райком уполномоченнӑйӗ-и? Ҫак сӑмахсене вӑл сасӑпа тенӗ пекех каларӗ. Хире суха тума тухсан, ҫапӑҫу тапранатех. — Ливингстон тухтӑр эсир мар-и? — ыйтнӑ хайхи ҫын. — Ҫук, шуйттан илесшӗ, пӗр теҫеттин те тепӗр ҫаврӑм! Ухмах — паттӑр! Амӑшӗ упӑшки укҫинчен катса юлма май пуррине тата Тая ӗҫлесе тупнине пӗтӗмпех ун патне ярса тӑнӑ. Анчах ман ҫине ҫакнашкал така куҫӗпе пӑхнӑ ан пултӑр. Давыдов ерипен, анчах нар пек хӗрелчӗ. Миҫе хутчен ӗнтӗ ҫавӑн пек пулчӗ? Хӗршӗн чыс — унӑн пӗтӗм пурлӑхӗ, анчах саншӑн — хӑмӑт кӑна. Вӗҫсе каяймастӑп пулсан, эпӗ ҫунатсӑр, тинӗс пингуинӗ. Темле чаплӑ сеньорита пулӗ… Чӑнах та, пирӗн умра выртакан виҫӗ ҫултан Сакнуссем пӗрне суйласа илнӗ. Йӗри-тавра вут-ҫулӑм пӗрӗхе-пӗрӗхе снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ. — Тусӑмсем, — терӗ вӑл, — эпӗ Сильвера, ҫынсем каларӗшле, тупӑран харӑслатса пенӗ пек, кӗтсе илтӗм. Тӳррипе каласан, вӑл ҫакнашкал икӗ питлӗ пулни мана тарӑхтарса ячӗ. Эпӗ, чарӑнса тӑраймасӑр, ӑна пӑшӑлтатса каларӑм: — Ҫапла ӗнтӗ, эсир хӑвӑрӑннисене каллех пӑрахрӑр, — терӗм. Астуса ил-ха? Ҫав вӑхӑтра юнашар пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ те плошадка ҫине ыйхӑллӑ Дубава тухса тӑчӗ. — Ку вара мӗн, — терӗ вӑл, кӗтмен ҫӗртен манӑн сулахай алла ярса тытса; вара Валахина г-жа енне ҫаврӑнчӗ те малалла каларӗ: — Voyez comme ce jeune homme s'est fait élégant pour danser avec votre fille . Азиатсем… Кӗске уралли сулӑнкаласа, тутрипе чӗркенсе тухать те, мана мӑрлатса калать: — Кӗрех пекарньӑна… Анчах ку мана килӗшерех те парать, халӗ эп мӑштах ларса итлеме пултаратӑп, вӗсем ҫине пӑхатӑп та хамӑннех шухӑшлатӑп. Вӗсем ӑна кӑкӑрӗсенчен, хулпуҫҫийӗсенчен, аллисенчен, тумӗнчен яра-яра тытаҫҫӗ. — Пӗр лашуна тӑварса ил те утланса вӗҫтер! Снарядсем ҫурӑлнине илтсен, Юргин ҫавӑнтах, хӑйӗн аманнӑ алли ҫинчен манса, ҫапӑҫура чухнехи пек хӗрсе кайрӗ. Эпӗ ССР Союзӗнчи нацисем пӗр-пӗринпе хутшӑнса тӑнине асра тытса калатӑп. Совет Союзне, пурте пӗлеҫҫӗ, утмӑла яхӑн нацисем, нациллӗ ушкӑнсем тата народнӑҫсем кӗреҫҫӗ. Асту, аннӳне ҫисе ан яр… — Айӑпсӑр, тӳрӗ ҫынсене сӗтӗрме пуҫларӗҫ… Каҫ сулхӑнланчӗ, ҫырмаран нӳрӗ сывлӑш вӗрсе ячӗ. Ҫапах та ун пек пултарулӑхпа эсир пысӑкрах ӗҫ тума тата ответлӑрах вырӑн йышӑнса тӑма пултаратӑр. Пичӗ унӑн хӑмла ҫырли тӗслӗ пулса кайрӗ, ҫамки ҫине, шнурсем евӗр, ик шӑнӑр явӑнса тухрӗ те сӑмси патӗнче туртӑнса пӗрлешӗнчӗ, пуҫӗ чылай аялаллах хаяррӑн пӗкӗрӗлнӗччӗ, чарӑлнӑ куҫӗсен ҫаврака, ҫап-ҫара, шуррисем хӑрушла ҫуталчӗҫ. Ятласса вӑл сире, аннеҫӗм, ятлатех. — Айванла-и, ҫук-и, мӗн пулассинчен иртме ҫук ӗнтӗ, — татса хучӗ Мичо. Вӗсем эпир пырса кӗнӗ-кӗменех йӗме, ҫухӑрашма тытӑнчӗҫ! — Манран монсеньор ятне ыйтсан? — Мӗн пулчӗ? Ҫав вӑхӑтра ӑна никам та чӑрмантарман, пурте, ун куҫӗ тӗлне пуласран, аяккарах пӑрӑнса ҫӳренӗ… Де-Лантенак маркиз, унӑн тӑшманӗсем шутланӑ пек, ытла инҫетрех пулман. — «Эккей, вӑрттӑнскер, эпӗ вӗт сан ҫинчен пӗр япала пӗлетӗп. — Ҫынсем колхозсене тата тырӑ парассине хирӗҫ ӳпкелешсе калаҫаҫҫӗ… Ан тив, куртӑр — мӗн кӑна ҫук! Тата сӑмса мӗнле майпа пиҫнӗ ҫӑкӑр ӑшне лекнӗ-ха, Иван Яковлевич, мӗнле? … ҫук, кӑна эпӗ ниепле те ӑнланса илме пултараймастӑп, пачах ӑнланмастӑп! Ӑҫта тӗллесен лайӑхрах-ши тесе вырӑн ҫеҫ суйланӑ вӑл. Ӑна яланах ҫав таса, чечен, хӑравҫӑллӑн ҫӗкленӗ сӑн-пит курӑннӑ; хӑйӗн алӑ тупанӗсем айӗнче вӑл ҫав ҫемҫе ҫӳҫе туйнӑ, ӑна унӑн айӑпсӑр, кӑштах уҫӑлнӑ нӳрӗ тутисем, вӗсен хушӑкӗнчен ахах пек шӑлсем хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатни курӑннӑ. Эпӗ час-часах аслӑ классенче вӗренекенсен хушшинче пулкалаттӑм, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине илткелеттӗм. Вӑл сехет ҫакӑнса тӑнӑ стена патнерех шуса пычӗ те хӑйӗн куҫҫулӗпе тата тарпа йӗпеннӗ питҫӑмартине аялалла туса, пӑчӑртанса выртрӗ, сехетӗн ачаш, уҫӑ сассине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйнӑран унӑн чӗри лӑштах пулчӗ. — Пӑхса савӑнӑр ӗнтӗ! Ҫавнашкал вӑл! Ҫав тери тивлетлӗ ҫынсем! Ҫак вӑхӑтра алӑк хупӑнчӗ. Унтан ҫинҫен, хӑрӑлтатса кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ. Вӑл тухса, турра кӗлтума пынӑ ҫынсене пехиллӗх париччен кӗтсе тӑрӑр; ҫав самантра Доминикино хӑйӗн корзинкине йӑтса пырӗ те сире: «Эсир турра кӗлтума килнӗ-и, аттем?» — тейӗ. Эсир ӑна хирӗҫ: «Эпӗ ҫылӑхлӑ мӗскӗн» — тесе калӑр. Эрех ланккаса анкӑ-минкӗленнӗ петлюровецсем тӗттӗм пуласса кӗтеҫҫӗ. Анчах вӑл мана хӑҫан та пулин хӗрхеннине астумастӑп. Кашни вырсарникун — хаҫатра… Мӗнле старик вара вӑл? Ривэра пуҫне сулса хӑй чӑнласах ҫапла шутлани ҫинчен пӗлтернӗ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑван ҫӗршывӑн шурӑмпуҫ килнӗ вӑхӑтри чаплӑ та тӗлӗнмелле илемне курни Озерова сасартӑках лӑплантарчӗ. — Эпӗ! — терӗ Иманус. Ҫапла вӗсем паровоз кӑшкӑртнине те сисмерӗҫ. Вагонсем хуллен шуса кайнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ыталанӑ аллисене ячӗҫ. Акӑ мӗнле тӑваҫҫӗ пирӗн: хӑва хуллине хӗскӗч ӑшне хураҫҫӗ те касаҫҫӗ, е тата шыва ҫӳлтен ҫинҫе йӗрпе юхтарса касса тӑраҫҫӗ. Енчен сирпӗнсе саланмасть пулсан, — лайӑх, тӗрӗс ҫапнӑ. Часах вӑл лӑпланчӗ те халь ӗнтӗ, этем хӑйне нумайранпа асаплантарнӑ ыйтӑва татнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑн туйнӑ пек, тинех хӑйне ҫӑмӑл иккенне туйрӗ. «Ку шухӑш начар мар», — ырларӗ Джим. Ҫав тӗлӗшрен манӑн хамӑн сӑлтавсем пурччӗ. Юманпа пулмашкӑнМайӗ ҫук пилешӗн,Тен, шӑпи ҫапла ун —Тӑлӑххӑн ӳсмешкӗн…юрларӗ Варя хурлӑхлӑн. Варени вӑл, акӑ мӗн! Бенедикт пиччене нимле асап та витереймерӗ. Вӑл ҫул тӑршшӗпех утсан та ывӑннине туймарӗ. Килкарти варринче ҫӑмне ҫап-ҫара касса ҫаратнӑ ытла та йӗрӗнчӗкле ырхан сурӑх тӑрать, ун ҫумӗнче, амӑшӗ пекех шурӑ ҫӑмлӑ путекки малти урисемпе чӗркуҫленсе пӗшкӗннӗ те, ӑшталансах амӑшӗ ҫумне тӗрткеленет. Ҫитменнине ӑна та, Дубавӑна, хӑйӗн тӳсӗ Павел лайӑхах тивертрӗ: никама пӗр сӑмах каламасӑрах, пӗтӗм отрядпа ӑмӑртӑва тытӑнчӗ. Ӑна пулӑшасах пулать. Лупашкара шыв. — Эпӗ айӑплӑ-им, ытах та чӑнлӑха ҫавӑн пек ҫеҫ итлеме пулать пулсассӑн? Февралӗн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Дикӑн темиҫе сехет каймаллах пулчӗ. Ку ӗҫе эпир хӑйӗн шалти логикине парӑпӑр. Туземецсем пӗри те хӑйсен пӳрчӗсенчен тухмаҫҫӗ, тыткӑнрисене хытӑ сыхлакан хуралсем анчах храм алӑкӗн умӗнче ылмашӑнса тӑраҫҫӗ. Нимӗҫсем аллӑ утӑмра. Гаррис каллех темле тӗлӗнтермӗшле ӑнлантарса парӗ, кунпа мӗн улшӑнӗ-ши? Ҫак кӗнекене ҫырнӑ чухне автор хӑйӗн киревсӗр шухӑшсем пулманнине ҫирӗплетсе парать. Хамӑр чӑлхасене, курткӑсене эпир пӑрса типӗтрӗмӗр, каллех тӑхӑнса ятӑмӑр, кимӗ ҫине пурлӑ-ҫуклӑ япаласене, сыхланса юлнисене, пӑрахрӑмӑр та ишме, вӑя хурса ишме тытӑнтӑмӑр! Щукарь мучине те пулин, вӑхӑтлӑха конюх ӗҫӗнчен хӑтарса, иккӗмӗш бригадӑна ячӗ, хӑй вара тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтрах бригадӑсем ӗҫлекен ҫӗре тухса каять те ҫурҫӗр иртсен, килӗренех автансем ҫынсене ыйӑхран вӑратмалла шарлаттарса авӑтма тытӑнсан тин хутора таврӑнать. Врач хыҫҫӑн пӳлӗмрен Разметновпа Майданников тухрӗҫ. Пичӗ тишпӗм, кӑвакарса кайнӑ, сӑмси айӗнче — пӗчӗкҫеҫ мӑйӑх пур. Мӗн тунӑ? Жаркий кӑкӑр ҫинчи кӗсьинчен карточка кӑларчӗ те Павела кӑтартрӗ: — Паллатӑн-и? — Аван… — Эсир мӗншӗн койка ҫинче выртатӑр? Вӗсен, улпутсен, шухӑшӗсем мана, мужике, паллӑ мар. Сирпӗтсе кӑларнӑ хыҫҫӑн пулса юлнӑ шӑтӑка катмаксемпе кӗреҫесем йӑтнӑ ҫынсем чупса пырса тулчӗҫ. Пӑхатӑп: каҫхине ман приказчик каялла тавӑрӑна парать, хӑй шап-шурӑ, ҫӑтӗк-ҫатӑк, ҫурран. — Атя-ха ирхи апат тӑвар. Хӗвел чӑтма ҫук хӗртет. Хӗрарӑмсем ҫав еннелле макӑра-макӑра чупаҫҫӗ, кая юлса тухнӑ казак, кинжалне васкавлӑн хӑй ҫумне чиксе, пиртен чупса иртрӗ. Унӑн чунӗнчи лӑпкӑ праҫнике тата акӑ мӗн вӑйлатрӗ: тухса каяс умӗн Полинӑран вӑл пытарса хунӑ револьвере пама ыйтсан, Полина ӑна тавӑрса парасшӑн пулмасан, Яковӑн хӑй револьверсӗр кайма хӑрани ҫинчен калама тиврӗ, ҫавӑнтах вӑл Носковпа пулнӑ историе те пӗлтерчӗ. «Мӗнле-ха вӑл вӑй ҫитерчӗ, нимӗҫӗ унран виҫӗ хут пысӑкрах-ҫке?» — ыйтрӗ Зоя. — Анчах эсир ҫапла ҫине тӑрсах ыйтатӑр пулсан, ку, тен, хӑш-пӗр енӗпе тӗрӗс те пулӗ. Эпӗ халӗ эмелҫӗ, юмӑҫ, асамҫӑ, тухатмӑш, ӑрӑмҫӑ! — хирӗҫлерӗ Геркулес. Кала-ха! Хижняк, вӗсен калаҫуне илтмен пек пулса, кантӑкран пӑха-пӑха илчӗ. Мӗнле йӑхран тухни вара лашана ҫеҫ мар, ҫынна та питӗ кирлӗ; кун пек каланине эпӗ тӑлах арӑм Дугласран илтнӗ, хӑй вӑл хулари чи чаплӑ аристократка пулнӑ пирки никам та иккӗленмест-ха; манӑн атте те, хӑйӗн йӑхӗ кил йытти йӑхӗнчен ырӑрах пулман пулин те, ҫаплах калатчӗ. — Иван Иваныч, ыйтӑр-ха эсир унтан, вӑл ҫав ҫынна ухтарман-и, кӗсйисенче мӗн те пулин тупман-и вӑл, тен пӗр-пӗр хут, документ пулнӑ пулӗ!? Шухӑшӗсем татӑлаҫҫӗ. Улитка кинемин вара хӑйӗн шухӑш, вӑл алӑк урати ҫинче мӗнле ларнӑ, ҫаплах ларса юлать те хӑйне хӗрӗ чӗнсе иличченех тем ҫинчен йывӑррӑн шухӑшлать. Амӑшӗ кухньӑна сӑмавар лартма тухрӗ. Эпӗ — Санька. Председатель юлташ, шахтер ӗҫӗ йывӑррине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫавӑнпа пирӗн хамӑрӑн рабочи-шахтерсене ҫителӗклӗ таран тӑрантармалла, унтан катӑк мар. — Комбата-и? Юлашкинчен инҫетри станицӑра пӗрремӗш автан авӑтни илтӗнсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн тепӗр автан тӑсарах авӑтса ячӗ, ӑна итлесе ыттисем те шарлаттарса авӑтма пуҫларӗҫ. — Яхта Ҫӗнӗ Зеландине кайма тухнине пӗлсен, Айртон урса кайрӗ, мана урӑх ҫулпа кайма йӑлӑнчӗ, хӑратса та пӑхрӗ, юлашкинчен, манӑн матроссене пӑлхатма пикенчӗ. Вӗсем начар хӗл каҫнӑ, кунта кашни кун ӗҫ, халтан кайрӗҫ, плуг туртайми пулчӗҫ! Пупсем салтаксеме вӗлерччӗр-и!.. Ҫакна пула ӗнтӗ анне хӑйӗн килӗнче Епифанова ятне асӑнма чарнӑччӗ; анчах, пӗр тӑрӑхламасӑрах калатӑп, усал сунса сарнӑ элексем — ялти кӳршӗсен элекӗсене вуннӑмӗш пайӗ таран та ӗненме ҫук. Тен, Ригольбош хыҫҫӑн вӑл ман хӗре те тивӗҫлӗ тӑвӗ. Вӑл кӑвак, сарӑ сӑрсемпе ӳкернӗ картинкӑна илчӗ те (унта арҫын ачапа ӗнесем ӳкернӗччӗ):— Ку тата мӗскер япала? — тесе ыйтрӗ. Вара ӑна сасартӑк ним сӑлтавсӑрах хӑйне темӗнле ҫав тери телейлӗ пек, пурне те юратнӑ пек туйӑнчӗ те вӑл авалхи, ача чухнехи йӑлапа, сӑхсӑхма, такама тав тума пуҫларӗ. Аллисене вӑл ҫӑварӗ патне тытрӗ те:— Агамалов поручик! Бек! — кӑшкӑрчӗ, сассине рота командирӗ илтмелле мар пусӑрӑнтарса. Ҫапла ӗнтӗ, атте ку вӑхӑтра «Придворный Календарь» ҫине тӑрӑннӑччӗ. Хушӑран хӑйне хӑй, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентерсе, ҫурма сасӑпа мӑкӑртатать. «Генерал поручик!.. Унтан сасартӑк мотор: «чих, чих, чих», тӑвать, ку вара лётчикӑн пӗтӗм шӑмшакне ыраттарать. Эпӗ ҫавӑнтах тӑтӑм та ун патне васкаса кайрӑм. Часах Дик вӑйӑн-шайӑн ҫак хушша ҫурри кӗскетрӗ. Фома чӗнмесӗр, кулкаласа тӑнӑ. Санин куҫӗсене хӗсет, пуҫне силлесе илет, татах та татах аса илес мар тесе тӑрӑшать — ҫапах та хӑй дормез ҫинче малти ансӑр вырӑнта ларнине курать куратех… Том супӑнь пӗҫермелли хуран патне кайса унтан хуран виткӗҫне хирсе уҫмалли тимӗре илсе килчӗ, ҫавӑнпа хайӑрса, ҫӑра ҫакмалли тимӗр хӑлӑпа кӑларчӗ. Акӑ пӗрремӗш батальонӑн юлашки ҫурма роти хӑпса вашлатрӗ. Карап ҫине пысӑк хум йӑтӑнса ансан та, вӗсем чӑтӗҫ тесе шанмалли ҫеҫ юлчӗ. Колоннӑсем ҫинчи сывлӑшра никам та пулман, анчах таҫта инҫетре, горизонтра, ҫапӑҫу тӗтӗмӗсем курӑнкаланӑ ӗнтӗ. Кунтах Ревкомӑн Шепетовка хулинче пурӑнакан ӗҫхалӑхне пирвайхи хут чӗнсе калани: Юлташсем! — Эсӗ мана малалла калаттарасшӑн-и? Ну-ка, виҫӗ пуслӑх лапша пар-ха. Нимӗҫсем илемлӗн, тикӗссӗн, пӗр-пӗринпе куҫа курӑнман ҫипсемпе ҫыхӑннӑ пек вӗҫсе пычӗҫ. Атӑ кӗлипе чаклаттарса илсе, вӑл малалла пӗр утӑм ярса пусрӗ, аялтарахри картлашка ҫине анчӗ те, Ерофей Кузьмича пӳрнипе тӗксе, халӑх ҫинелле пӑхрӗ: — Ҫакӑ сирӗн ҫын пулать, э? — терӗ вӑл. Сана калама кӗтӗм… Пӗлесчӗ сирӗн, вӑл епле… А ку… нимех те мар. Амӑшӗ вӑл пӑлханнине ӑнланчӗ. — Ах, вӑл наступлени-им? — тӗлӗнчӗ хӗр. Полозов та, Санин ҫине пӑхса илсе, сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ. Ку концерт пире апата чӗнсен анчах чарӑнчӗ. Ҫав шухӑшсене тата ак мӗн пулӑшнӑ: округри суд ҫав вӑхӑтра округ тӑрӑх ҫӳреме тухнӑ-мӗн, Индж фортӗнче пулмалли кунсем лӑп ҫав срокпа пӗр тӗле килсе тухнӑ. Чӗри ун, хӑранӑ чухнехи пек, хыттӑн та ним йӗркисӗррӗн тапӑртатса тапрӗ, пуҫӗ каллех йывӑрланса та вӗриленсе кайрӗ. Эпӗ сана-а, ҫапкаланчӑк! Ҫӳлти тути чӗтре-чӗтре ҫӗкленкелет, кӗл евӗр куҫ харшисем пӗрӗнеҫҫӗ. Эпӗ вара, хамӑн кӑмӑла кайнипе кайманнине пӗлмесӗрех, Катя шухӑшӗпе килӗшрӗм. Унӑн ҫилпе варкӑшакан вӑрӑм ҫӳҫӗсен кашни пӗрчи вӗҫӗнчех пӗчӗкҫӗ ҫутӑ хӗлхем ялтӑртатса тӑрать, пичӗ-куҫӗ ҫине ҫутӑ ярӑмланса ӳкнипе унӑн сӑн-сӑпачӗ илемлӗн курӑнса тӑрать. — Турӑ пӗлет ӑна. Дмитрий Павлович, парӑр аллӑра. Вӑл малтан кӗрсе тухнӑ лайӑхрах тавернинче иккӗмӗш номере тахҫантанпах пӗр ҫамрӑк защитник йышӑнса пурӑннӑ. — Сире хамӑр тӑван ҫӗршывра чапа кӑларнӑ шухӑша эсир халӗ те пӑрахман иккен. Эпӗ унта апат илсе ҫӳреме тытӑнӑп! Телеграммӑна хирӗҫ: эс унта ҫук, тесе ответ парсан, эпӗ, паллах, унта тухса вӗҫтертӗм. Ҫуркунне станцирен Войсковоя вӑрлӑх турттарчӗҫ те — ҫул ҫинче миҫе вӑкӑр ӳксе вилчӗ? Йытӑ ҫав картуса шӑлӗпе ҫыртса, йӑпӑлтатса, урисемпе лапчӑнкаласа терраса патне пычӗ. Пӗр питех те ҫӳллӗ нотӑна илнӗ вӑхӑтра таҫта ҫӳлте, публика хушшинче такам хыттӑн ахлатнӑ. — Атте! — тесе кӑшкӑрнӑ ача сасси. — Ку пирӗн Каштанка-ҫке! Смолин! Миргород судьи вара мӗн виличченех Иван Иванович ҫуртне курса савӑнатчӗ. — Томас Сойер, ку сӑмахсем ӗнтӗ эпӗ хам ӗмӗрте илтнӗ сӑмахсенчен чи тӗлӗнтерсе яракан сӑмахсем пулчӗҫ. Шел ӗнтӗ, ҫавӑн евӗрлӗ хирӗҫӳсем вырӑнлӑ пулнине Елена ӑнланса илеймест. Арман хуҫи арӑмӗ татах катка ҫине ларчӗ. Нивушлӗ вӑл мӗн пулассине унчченех сисрӗ-ши? Кавказра унта хӑнӑхни кирлӗ. Ӑна аяккалла сирме вӗлтӗрти ҫил те пулин ҫук. Ҫав станцире ученӑйсем пурӑнса, хамӑр Ҫӗр ҫинчен тӗпчесе пӗлме май килмен сӑнавсене тума пултараҫҫӗ. Эпӗ ӗнерхи тӗлпулӑва тӗпӗ-йӗрӗпе аса илме тӑрӑшрӑм: темшӗн-ҫке мана хӗр хамран кулни уйрӑмах яр-уҫҫӑн курӑнчӗ… Пушӑ ещӗк ҫине ларса вӑл анасласа илчӗ, ҫӑварӗ ҫине хӗрес хучӗ те каллех:— Вӑрла-ха, э? — терӗ. Кам та пулин кӑмӑла кайнах-тӑр, анчах та — астумастӑп! Амӑшӗ ун ҫине пӑхрӗ те юри чӗрре кӗнӗ пек:— Сире парса хӑваратӑп!.. — терӗ. Каҫ пулас умӗн ҫапӑҫу кӗрлевӗ шӑпланчӗ. Малтан йӑрӑ та ҫынсемпе хутшӑнма юратакан майор, унтан хӗрачипе пӗрле таҫта каякан Сухуми лесовочӗ, вӑрӑм та килӗшӳсӗрскер, пырса ларчӗҫ те калаҫӑва хутшӑнтарчӗҫ. — Кунта вӑл, хӑй ырласа каланине ҫемҫетес тесе, ҫапла хушса каларӗ: — Анчах санӑн пит сайра хутра ҫеҫ ӗҫлес килекен пулать. Малашне эрех таврашне вут хурса мар, темскерле, шуйттан пӑсӗпе юхтарма тытӑнаҫҫӗ, тет. Крыльцасем ҫинче ларакан пакӑлти хӗрарӑмсем умӗнчен иртсе каймассерен, Павел вӗсем васкаса калаҫнине илтет. — Пӑхӑр-ха, хӗрарӑмсем, ӑҫтан килнӗ-ха ку ярханах? — Беркулезнӑй пулмалла, чихоткӑллӑ вӑл. Эпӗ ыранах хуларан пӑрахса тарас, хуҫаран та, Сашӑран та, вӑл тухатса хӑтланнинчен те, ҫав мӗнпур усал, ухмахла пурӑнӑҫран тарас тесе шут тытрӑм. — Унӑн ҫунаттисене кассах пыман пулсан, вӑл тахҫанах кулак пулса каятчӗ. Хӑнӑхатӑн та юратма та пуҫлатӑн акӑ ҫак вырӑна. Ҫав мӗнле хӗрарӑмне Зеб пӗлет пулӗ. Уҫӑп пурин ҫине те пӗр тикӗссӗн пӗтӗрӗнсе тӑракан куҫ харшийӗсем айӗнчен пӑхса, шӳт туса калатчӗ: — Кашни Марьен — хӑйӗн йӑли пур, ку чашӑк та кашӑк юратать, тепри — тӑхасем тата алкасем, кашни Марьех — асанне пулатех… — Пӗлтеретӗп сана, юратнӑ пичче, эпӗ чӗрӗ, анчах сывах мар. Ҫитменнине инҫерех, вырма тухас вӑхӑт вара — акӑ вӑл, сӑмса умнех ҫитсе тӑчӗ. Хӗрарӑмсем, кулса-ҫухӑрашса, тӗрлӗ еннелле сапаланса кайрӗҫ. Пӗррехинче, виҫӗ ҫул каярах, унӑн инҫетри уезд хулинчи постоялӑй дворта ҫӗр каҫма тӳр килнӗ. Ӑна хӑйне панӑ пӳлӗмӗн тасалӑхӗ, ҫывӑрмалли вырӑн таса пулни тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ. Арҫын ача-механик ҫӳле улӑхрӗ — ҫунатлӑ кимме сыхламалла. Пит маттур ҫын, ухмах мар, ӑна пӗтӗмпех шаннӑ пулать. Бэйли те унтан кая мар, вӗсем иккӗшӗ те чӗлхене тытма пӗлеҫҫӗ. Павел манометр ҫине пӑхрӗ, унӑн йӗппи сигнал паракан хӗрлӗ паллӑран ҫӳлелле иртсе кайнӑ. Станцинче, смотритель ҫуртӗнче (ун ҫинчен эпир маларах каланӑччӗ) кӗтесре пӗр лӑпкӑ та чӑтӑмлӑ сӑн-сӑпатлӑ, пуштӑ трактӗнче хыттӑн калаҫма пултарайман ҫын, те разночинец, те ют ҫӗршывран килнӗскер, ларать. Ҫак минутрах! Базаров халиччен пулманла канӑҫсӑрланса кайрӗ, ирӗксӗртерех калаҫакан пулчӗ, ҫилӗллӗн пӑха пуҫларӗ, хӑйне темӗскер хӑваласах тӑнӑ пек, пӗр вырӑнта ларми-тӑми пулса кайрӗ; — Кирек кам пул та, анчах ҫӗр ӗҫлевҫӗ мар. Галина ун ҫине кӑмӑллӑ пӑхса, ӑшшӑн кулса илчӗ, ҫак сасӑсӑр кулӑра Артёма ырлани тата тути хӗррисенче пытанса тӑракан, темскер каласа пӗтерейменни палӑрчӗ. — Эпӗ ку, — терӗм эпӗ. Хӑш чухне ӳсӗрсем шавлаҫҫӗ, пуринчен ытларах — Костин хушаматлӑ салтак, хӑрах куҫлӑ, сулахай аллин икӗ пӳрни татӑк ҫын хытӑ шавлать. Гусев пӳрнине сӑмси ҫунатти тӗлне тытрӗ те шӑнкарчӗ. — Эпӗ те ҫапла. А халь лашасене шпорпа хисетесе илер, мӗншӗн тесен эпир хамӑр юлташсенчен милӗ яхӑнах юлнӑ. Ҫамрӑк капитан та ҫавӑн пекех шутлать, Том Аустин патне Туфольд бухтине ҫитсен приказ пама ҫӑмӑлтарах тет, мӗншӗн тесен кунтан каяканӑн икҫӗр миль ытлашшипех никам та пурӑнман тискер вырӑнсемпе иртмелле пулать. Эпӗ — уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын. — Анне! — Ав мӗн пулса тӑнӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ те профессор, пӗтӗм вӑйпа хыттӑн ахӑлтатсах кулса ячӗ: — апла эппин ку мыскарана электричество тунӑ пулать? Уэлдон миссис хӑйӗн вилӗм сехечӗ ҫитрӗ тесе шутларӗ. Джека кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса, ахӑракан, кӑшкӑракан ушкӑн умӗнче вӑл статуя пек хытса тӑчӗ. Такам сӑнарӗ — маннӑ пек те, калама ҫук палланӑ пек — ман паталла пӗшкӗнчӗ. Айлӑмра Огнянов ҫырмари шыва канса ӗҫрӗ, унтан бук катине ҫитме васкаса чӑнкӑ вырӑнпа хӑпарма тытӑнчӗ. Хӗвел хӗртнипе пӗҫерсе тӑракан йӗнер ларкӑчи ҫине сарса хунӑ паласне тӳрлеткелерӗ те Любишкин, хуллен ут ҫине утланма пуҫларӗ. Вӗсем Лукашкӑпа кӳршӗллӗ тата юлташлӑ пулнӑ. — Хӑратӑп эпӗ, вӑл пӗтнӗ пулмалла. ГВФ-ра чухне те, кайран ху ҫарта чухне те, пулнах ӗнтӗ, пулнах! Эп хӑш номерте чарӑннине ыйтмарӗ те вӑл, ку вара, хайхи «Ученӑя хӳтӗлесе» текен статьяллӑ хаҫата вӑл хӑех янӑ иккенне мана ҫакӑ та пулин пӗлтерчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем хир варринче чарӑнса ҫӗр каҫмашкӑн вырӑн пӑхаҫҫӗ: вут чӗртсе хуран лартаҫҫӗ те пӑтӑ пӗҫереҫҫӗ: ҫӳлелле пӑс хӑпарать, вӑл сывлӑшра тӗтӗм пек чалӑшшӑн йӑсӑрланса тӑрать. Павел ун хыҫҫӑн килхушшине тухрӗ. Эпӗ Карл Иваныча кӳреннӗрен ҫакнашкал шухӑшласа выртнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйӗн кровачӗ патне пычӗ, вӗтӗ шӑрҫаллӑ кӳшелккене вырнаҫтарса ҫакнӑ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, шӑна тытмалли патакне пӑтаран ҫакрӗ те палӑрсах тӑракан чи ырӑ кӑмӑлпа пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ. Анчах… мӗне те пулин ҫакланас марччӗ санпа. Эпӗ хамӑн ӑшри вӑя сӑнаса тарӑхтаракан юрӑхсӑр трагизма ҫеҫ кӑларса пӑрахнӑ. Анчах эпӗ халь те «Оводӑн» чӑн пахишӗн — унри ҫирӗп чунлӑхшӑн, унри чӑтӑмлӑхшӑн, тӗрлӗ йывӑрлӑхсене кашни ҫынна пӗлтермесӗр чӑтса ирттерме пултаракан ҫыншӑн тӑратӑп. Эпӗ кӗреҫе тытрӑм. — Акӑ! — терӗ Челкаш, кӗсйинчен кӑларнӑ темле япалана кӑнтарса. Ҫапла каласанах, Вакула хӑраса ӳкрӗ, сӑмахӑм ытла тӳрӗ пулчӗ пулас, калас сӑмахӑма ҫемҫетме те пӗлеймерӗм, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, Пацюкӗ ӗнтӗ катки-чашкине, ярса илсе тӳрех пуҫран перет пуль тесе, вӗри ҫӑмах яшки пите сирпӗнесрен, кӑштах аяккалла чакса питне ҫаннипе хупларӗ. Хам вара ӑна лаҫра сӗреке ӑшне пытарса хунӑ: пӗлетӗп, — унтан тупаяс ҫук. Галоп сасси хӑйлатса, тытӑнкӑллӑн илтӗнсе тӑнӑ хушӑра Сергей ковёрне ҫӗре сарса хучӗ, катан пиртен ҫӗленӗ йӗмне хӑвӑрт хывса пӑрахрӗ (йӗмӗ кивӗ михӗрен ҫӗленӗскер, хыҫалта, чи сарлака вырӑнта тӑватӑ кӗтеслӗ завод клеми курӑнса тӑрать), ҫӗтӗк пиншакне хывса ывӑтрӗ, кивелнӗ ҫӳхе трико вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ. Ун ҫинче те пулин темиҫе саплӑк, ҫапах та трико ачан ҫинҫе, вӑйлӑ та ҫыпӑҫуллӑ фигурине тӑп тытать. Вӑл туйипе сулса илчӗ те малалла утрӗ, Якова ним ӑнланман ҫын пек туса хӑварчӗ. «Пит те шел ӑна, лайӑх офицерччӗ. — Апла пулсан, ҫак шухӑш патне пырса тухмалла: магнат туртӑмӗн варри ҫӗр хуппипе эпир халӗ тӑракан вырӑн хушшинче пулмалла. Эпир тӗрлӗ машинӑсене чухлама пултаратпӑр. Эсир ҫул ҫухатнине эпӗ пӗлтӗм те сире пулӑшмашкӑн кунта чуптарса килтӗм. Ун чух иккӗленеттӗм кӑна; халӗ, авӑ, ҫав, вӑй ҫитнӗ таран тӑрӑшни, манӑн урасене мӑйран ыталаттарса ӗнсерен ҫыхса лартассӑн туйӑнать, турӑ ҫапасшӗ! — Колхоза ҫырӑнаҫҫӗ-и сирӗн? — ыйтрӗ хӑна. Халлӗхе ку таврашри вырӑнсенче Жозе-Антониу Алвиш хуҫаланать, мӗншӗн тесен, эрехпе ухмахланнӑ негр патшин ҫитменлӗхӗсемпе чеен усӑ курса, вӑл мӗн тӑвас текен еккипе ярса, ӑна пӗтӗмпех хӑйне пӑхӑнтарнӑ. Кусем пурте халапсем! Хӑйне хӑй шанаканскер тата хӑюллӑскер, вӑл сасартӑках ҫамрӑксен ӗҫ пуҫарулӑхне пӗтерсе лартнӑ, пур ӗҫе те тума тӑрӑшнӑ, анчах: пӗтӗм ӗҫе ярса илме пултарайман, вара хӑйӗн помощникӗсене ӗҫлеместӗр, тесе вӑрҫма пуҫланӑ. — Ах, Джим, Джим, эпӗ пӗтӗмпех ишӗлсе антӑм-ҫке. Ирхи апат вӑхӑтӗнче паҫӑрхи тӑшмансем пӗрне-пӗри туслӑн алӑ пачӗҫ». Ҫапах та ҫырана ӑнӑҫлах ишсе тухрӑм. — Вӑл аллипе пуҫ шӑммине тӗртсе илчӗ. — Апла иккен, пит интереслӗ, — терӗм эпӗ. Тӗттӗм пӗлӗтре ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ, хайхи вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, кунта вӗсем хамӑрӑн ҫурҫӗртинчен чылай ҫӳллӗрех пек туйӑнаҫҫӗ. Мӗн тӑвас тен! Лось куҫӗсене уҫрӗ. — Ҫынсем карланкӑранах ярса тытаҫҫӗ-ҫке-ха! — хирӗҫлеме пӑхрӗ Давыдов. Халь вара Дик Сэнд, чаплӑ ишекенскер, ҫӑлӑнасси хӑй аллисен вӑйӗнчен килнине ӑнланчӗ… Пирӗнпе йывӑр ӑна. Карчӑкпа паянах канашласа пӑхмалла пулать, вара хӗллене, тен, укҫа ӗҫлесе тупма тухса кайӑп. Тул ҫутӑлма пуҫларӗ. Анчах вӑл ҫутӑлма пуҫланине асӑрхаса илме вӑрманта хӗнтерех-ха. Еврейсене ҫӗмӗре тытӑнаҫҫӗ. Петро Семиглаз тӗлӗнсех кайрӗ: — Мӗн чӗтреме пуҫларӑн ҫак эсӗ? — Тӗл пулсан, перес тетӗп. — Ку юрӗ-ха, анчах приборсем? Ӑна ҫӳреме кӑларса янӑ, апла-так ҫак пурнӑҫра унӑн процентсем кӳмелле. Ҫӗҫӗ — ӗмӗрлӗхех санӑн, факт! Ялхуҫалӑх таврашӗнче кулаксен класӗ юлмарӗ. Ылхан ҫиттӗр ӑна! — Анчах, аттеҫӗм… — калаҫма пуҫланӑччӗ Елена… Пӑр ҫинче Амундсенпа интересленнӗ ҫулсенчех-ха манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырса кӗнӗччӗ. — Карга канав леш енчи лупашкара пулать, — хушса хучӗ вӑл. Пусма варрине анса тӑрсан туйинчен тӗревленчӗ те — Ҫӗр ҫинчен килнӗ чӗрӗ чунсене путса кӗнӗ тӗксӗм куҫӗсемпе чылайччен тӗпчерӗ. Ҫӳлти пайне, урӑхла каласан, кунчине вӑл тискер кайӑксен хӗрлӗ тӗслӗ йӗпписемпе илемлетнӗ; кашни йӗппинех вӑл ҫинҫе те ҫирӗп шӑнӑрпа ҫӗлесе лартнӑ. Монтанелли ҫавна кичемлӗн те кӗвӗҫсе сӑнарӗ. Уйрӑмах эпӗ ишӗлнӗ оранжерейӑна юратрӑм. Атте часах тавӑрӑнмалла. Дон Педро пӳ тӗлӗшпе манпа пӗрпекрех пулнипе, унӑн тумтирӗсем маншӑн питӗ юрӑхлӑ пулчӗҫ, вӗсем ман ҫине шӑп та шай ларчӗҫ. Капитан мана пурнӑҫра кирлӗ пулакан ытти япаласем те пачӗ. Ӑна васкасах тепӗр шкула куҫма тивнӗ. Тата, ухмах, мӗн историйӗ пултӑр ҫав? Ӗлӗкрех эпӗ сана ҫак тӗнчере нимрен те ытларах юрататӑп, теттӗм хама хам, анчах халӗ нимӗн те пӗлместӗп. — Хуллентерех, — терӗ Петр ачашшӑн, арӑмӗн чавсинчен тытса. Сасси чӗтренчӗклӗн тухтӑр тесе, карланки мӑкӑҫне вӑл ик пӳрнипелен вылянтарса лӑскантарчӗ. Эпӗ хуҫа тӑрӑшнипе тата хамӑн пултарулӑхсем чаплӑ пулнипе, хам хуҫа тахҫантанпах пӗлме ӗмӗтленнисем пирки ӑна тӗплӗн каласа патӑм, ӑна хам кам пулни, ҫакӑнта мӗнле майпа лекни тата хамӑн тӑван ҫӗршывӑм мӗнле ҫӗршыв пулни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм. Ӗҫӗм ҫук манӑн!.. Анчах унта капсюль пулман та иккен, вара Давыдов, пӑлханнипе васкавлӑн сывласа, тӑп тӳрленсе тӑчӗ. Агарянсен йӑхӗ хаяр чӗреллӗ… Вӑл куҫӗсене лайӑхрах сӑтӑркаларӗ те, ӑна уҫҫӑнах курчӗ, вӑл пӗр ана ҫеҫ мар, ҫиҫсе тӑран тинӗс хумӗсене урлӑ-пирлӗ каскалан пӗчӗк шлюпкӑн шурӑ пӑсне те курчӗ. Декабрӗн 22-мӗшӗ Губкомол пленумне Бояркӑран никам та килмерӗ. Унпа хирӗҫ пулни мӗнле иртнине эпӗ калама пултараймастӑп. Анчах эпӗ малалла темиҫе утӑм та каяймарӑм, ҫак йӗрӗнмелле выльӑхсенчен сасартӑк пӗри ман умма сиксе тухрӗ. — Итлетӗп капитан! — тавӑрчӗ боцман. — Мӗншӗн тесен, сӑмах Австрали ҫинчен пырать пулсан, мӗне кирлӗ Грант капитана индеецсен усаллӑхӗ пирки ӳпкелешни? Мӗн калатӑн пустуя! Пӗрре пӗтӗм хула пӑлханса кайрӗ: чейпе сутӑ тӑвакан пуян хуҫан хӗрӗ, вӑйпа качча панӑскер, венчетрен таврӑнсанах перӗнсе вилнӗ. — Пар-ха кунта! Хам ача чухнех манӑн ҫакан пек шухӑш пулнӑ: шыв айне таҫта инҫете-инҫете каякансен кирек мӗнле пулсан та пӗрле вӑрттӑн калаҫса хуни, тупа туни пулмаллах пек туйӑнатчӗ, эпир Петьӑпа иксӗмӗр тахҫан пӗр-пӗринпе тупа туса каланӑ пек ӗнтӗ. Асатте аппӑшӗ ӗнентерме тӑрӑшать: Петро ашшӗ халь те-ха Запорожьере, турккӑсем патӗнче тыткӑнта пулнӑ вӑл, унта тӗрлӗ асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн вара, темле тӗлӗнмелле майпа, евнухла тумланса, тарнӑ, тет. Унӑн ҫӗр урайне те ҫакнашкал пирсемех сарнӑ. Кирлӗ пулсан, ҫар летчикӗ. Аялта, пирӗн лавка айӗнче, ҫӑмпа тата ҫӑматӑсемпе сут тӑвакан хуҫан пӗр приказчик пурччӗ, вӑл хӑй пит упшур пулнипе пӗтӗм Анатри пасара тӗлӗнтеретчӗ; унӑн хуҫийӗ хӑй тарҫи ҫавӑн пек пулнипе мухтанатчӗ. Алексей тӗмескесем ҫине пӗшкӗнчӗ те бархат пек ҫемҫе, шурлӑх шӑршиллӗ ӑшӑ мӑк хушшинчи ҫырласене тӳрех тутипе татса илсе ҫиме пуҫларӗ. Неушлӗ пӗтрӗ пуль? Малта, типсе хӑрнӑ хӑмӑллӑ уйсемпе ешӗл курӑклӑ лаптӑксем хушшипе, сарлака хӑю пек кукӑрӑлса, ҫул тӑсӑлать; хӑшпӗр тӗлте ҫул хӗрринче кичем ҫӳҫе е ҫыпҫӑнакан ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк хурӑн тӗл пулать, вӑл урапан типсе тусанланнӑ тӑмлӑ йӗрӗсем ҫине, ҫул хӗрринчи кӗске симӗс курӑк ҫине вӑрӑм хускалми мелке ӳкерет… Ун кӗлетки аран ҫаврӑйкаланинченех вӑл хунарӗпе ҫутатса енчен енне пӑхкаланине сисме пулатчӗ. Эпир ку ӗҫе халех йӗркелӗпӗр. — Ҫитет!» Кунта Каи-Куму кимми патне вунӑ туземец ларнӑ тепӗр кимӗ пычӗ. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ. Ун чух вара санӑн Варьку пӗр такана куҫҫуль юхтарӗ, анчах мӗн усси пур?! Ҫак улшӑнусем ҫине-ҫинех палӑра пуҫланӑ: халичченхи пек, йӑпӑр-япӑрах ӳкӗте кӗмен вӑл, йӑвашах та пулман, юлташӗсем хушшинче хӑйне хӑй хӑюллӑрах тыткаланӑ, калаҫасса ҫине тӑрса, хӑш-пӗр чух тата чӑрсӑртарах та калаҫнӑ, пур ӗҫе те вӑр-вар, ҫине тӑрса, хыпкаланса тунӑ, — хӑйӗн чунӗнче майӗпен капланса пынӑ тӑвӑл ӑна пӗрмаях ҫӗклентерсе пынӑ. — Caray! — тенӗ Койот, хӑй хакале алӑкӗ урлӑ каҫса, кровать ҫине кӗрсе выртсан. Эсир ан шикленӗр. Шӑлӗсем унӑн питӗ йӗрӗнчӗклӗн тухса тӑнӑ. Ҫамрӑк чух хӑй комеди артисчӗ пулни тата пьесӑсем те ҫырни ҫинчен каласа ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Шуйттан пӗлет-и ӑна, вӑл, тен, кирек мӗнле ӗҫе те тытӑнса пӑхнӑ пулӗ. Кӗске «виллис», питӗ лайӑх асфальтланӑ ҫулӑн чӑнкӑ пӑрӑнӑҫӗсенчен иртсе, вӗсене хуларан хӗвелтухӑҫ еннелле чылай инҫене хӑвӑрт илсе ҫитерчӗ те, Дунай ҫывӑхне, пур путеводительсенче те асӑнакан Венӑпа Братислава хушшинчи паллӑ автострада патне ҫитсен, сасартӑк ҫав ҫул ҫине тухрӗ, хуланалла вӗҫтерчӗ. — Лакрица татӑкӗ тата пулӑ тытмалли вӑлта паратӑп. Вӑйӑ юррисем тек илтӗнмеҫҫӗ. Акӑ халӗ ӗнтӗ, чиркӳре, эпӗ хамӑр ялти мӗнпур халӑха, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ хӗрарӑмсене, стариксене, хамӑр пекех чӗнме-калаҫма юратман, хамӑр пекех хуйхӑллӑскерсене куратӑп. Лешӗ ӑна хирӗҫ тавӑрса каласшӑн пулчӗ, анчах ӗлкӗреймерӗ, вара иккӗмӗш хут иртнӗ чухне:— Юрӗ, пырӑпӑр, — тесе хучӗ. Пире мороженӑйпа сад ҫимӗҫӗсем валеҫсе панӑ хыҫҫӑн, кавир ҫинче ним тумалли те юлманнине кура, эпир, хӗвелӗн чалӑшшӑн ӳкекен пайӑркисем пӗҫертнине пӑхмасӑрах тӑтӑмӑр та выляма кайрӑмӑр. Анчах кунта эпир татӑклӑ калама пултарайман пӗр пысӑк ыйту тухса тӑчӗ. Вӑл фронт ҫинченех шухӑшлать. — Тӑшман халӗ Франци тулашӗнче, эпӗ ӑна хӑваласа кӑлартӑм! — кӑшкӑрса ячӗ Дантон. Ӑна старикпе калаҫса тӑракан ҫӳле те илемлӗ, сулахай алӑсӑр, Хӗрле Ҫӑлтӑр орденӗпе Севастопольшӗн ҫапӑҫнӑшӑн илнӗ медаллӗ, тинӗс бушлачӗ тӑхӑннӑ ҫын ҫине кӑтартрӗҫ. Нимӗн те улшӑнман кунта: халичченхи пекех касса тикӗсленӗ хӑмла ҫырли аврисем, ӗлӗкхи пекех геометрилле виҫсе тунӑ ҫулсем, амӑшӗ юратакан чечексем. Вӑл куҫсем ӑна тав тунӑ, ачашласа хӑйсем патнелле йыхӑрнӑ, ҫав куҫсенчен пуҫне вӑл урӑх нимӗн те курман. Вӗсем ҫурма сасӑпа тата ҫав тери лӑпкӑ калаҫрӗҫ, сӑмах кунта утӑ ҫуласси ҫинчен мар, нумай пысӑкрах ӗҫ ҫинчен пынине юнашар тӑракан ҫынсем те сисмен пулӗччӗҫ. Хӑвах килӗш, Аня, хӑй суккӑр пулин те, япӑххинех суйласа илмен, ҫапла мар-и?.. Чӳречесене ярах уҫса янӑ, вӗсен каррисем ҫурри таран ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Майорпа Мэри Грант та халиччен юратман упа саррисене тутлӑ та техӗмлӗ апат вырӑнне хурса ҫирӗҫ. Аван! — кӑшкӑрчӗ ҫав ҫын. — Эпӗ кунпа килӗшетӗп, — терӗ те Дантон, ҫапла хушса хучӗ: — Робеспьер, тата тепӗр хут калатӑп: тӑшман ҫӗршыв тулашӗнче. — Ӗнер пӗр майра пӗлтерӳпе килчӗ: «Юрать, — тет, эпӗ сирӗнпе пӗрле вӗҫетӗп, эпӗ 19 ҫулта, юрлатӑп, ташлатӑп, гитара калатӑп, Европӑра пурӑнас килмест, революцисем мана йӑлӑхтарчӗҫ. Кӗнекинче нигилист ҫинчен каланӑччӗ. Пур ҫӗрте те унта пит туратлӑ хурӑнсем ҫӳлелле карӑнса лараҫҫӗ, — вӗсен атлас пек яка хупписенчен тӳлек те савӑк ҫутӑ сӑрхӑнса, пӗтӗм сӑртлӑха савӑнӑҫлӑн ҫутатса тӑрать. — Эсир мана шансан тата пирӗн интервьюна чӑнласах йышӑнсан эпӗ сире ҫав тери тав тунӑ пулӑттӑм, — терӗ журналист чее ҫепӗҫлӗхпе. Ҫавӑнпа та эпӗ туземецсемпе тӗл пуласран сыхланма, Нгарнавахи ялӗнчен аяккарах иртсе кайса сӗнетӗп. — Ҫук ӗнтӗ, хам вилем те, ӑна хӑтарам! Пӗр вӑхӑтра ман сутлашу ытла вӑрӑма кайнипе эпӗ хам та судра кӑштах кӗлӗмҫе тухса каймарӑм, ӗҫӗ хам майлӑ татӑлса мана суд тӑкакӗсене тӳленипе ҫеҫ ҫакӑнтан хӑтӑлтӑм. Вӑрҫӑ пуҫлансан, Спасск башнине ҫар валли тар-сӑран хатӗрлекен завод тунӑччӗ. Портра мӗн пурӗ те виҫ-тӑват карап ҫеҫ ларать, вӗсенчен пӗри те ни Мельбурна, ни Сиднея каймаҫҫӗ. Аржанов, шухӑшлӑ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, йӑл кулса илчӗ: — Тӗлӗнтермӗш тени вӑл, мӗнле калас сана… Вӑл тухса каймарӗ, ҫаплах темӗн пӑшӑлтатрӗ. Пӗччен юлсассӑн Миките «Мӗн тӑвас-ши?» — тесе кӑшт шухӑшласа тӑнӑ. Н-да… кӑна пит маттур каланӑ вара… Компас ҫине ӳкнӗшӗн Негорӑна, чӑнах та, айӑплама ҫук (ку вӑл ӑнсӑртран пулма пултарнӑ), анчах вӑл сӗм-ҫӗрле карап хӳринче ҫӳренине курсан, Дик Сэнд тӗлӗнме тивӗҫлех ӗнтӗ. Малтан Дик туземецсен куҫӗ тӗлне пуласран ҫӗрле ҫеҫ ишесшӗн пулчӗ. Пӗтӗм куҫ вӑйне пухса, куҫ харшине йывӑррӑн хускатса, амӑшӗ маннӑ саспаллисене ҫине тӑрсах аса илчӗ, ҫавна пула часах хӑй мӗн туса ларнине те манса кайрӗ. Пулӑ тытакансен артелӗнче унӑн вуласа тухайман кӗнеки, Марья Богдановна патӗнче ҫырса пӗтереймен статья, Цимбал патӗнче питшӑлли юлнӑ. «Мӗнле шӑна-ши ку?» — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Н-да, ку тӗлӗнмелле! Эпӗ кулӑшла, эпӗ пӗчӗк, пит манӑн шурӑхнӑ, илемсӗр, тӗнчери мӗнпур питрен чи йӗрӗнчӗкли, ирсӗрри, темле ниҫта ҫыпӑҫманскер. Алӑк унпа юнашарах пулнипе вӑл ҫавӑнтах урама тухса ҫухалчӗ. — Ан шарла, Том! — чарчӗ ӑна Дик Сэнд. Акӑ ӗнтӗ сарӑрах ҫутӑ пайӑрки унӑн ҫӳҫӗ ҫинче выляма пуҫларӗ. Эпӗ сана юрататӑп! — терӗ Луиза шӑппӑн. — Хам Дмитрипе питӗ туслӑ пулсан та тата вӑл пӗр пытармасӑр каласа пани мана савӑнтарсан та, унӑн туйӑмӗсем ҫинчен, Любовь Сергеевна тӗлӗшпе мӗн тума шутлани ҫинчен манӑн урӑх нимӗн те пӗлессӗм килмерӗ, эпӗ кирек епле пулсан та хам Сонечкӑна юратни ҫинчен каласа парасшӑн пултӑм, ку юрату мана чылай ҫӳлте тӑнӑ пек туйӑнчӗ. — Тен, ытлашши япӑх мар та пулӗ, мӗншӗн тесен ун пек паллӑ ҫук, анчах та эпӗ лайӑхах мар тенине хамах йышӑнатӑп вӗт. Анчах Симурденӑн тулса ларнӑ чӗринчен нимӗнех те тухаймарӗ. — Говэн! — теме ҫеҫ пултарчӗ вӑл. Вӑл вӑхӑтра эпӗ хама пурин ҫинчен те шухӑшлама чарса, нимӗн ҫине пӑхмасӑр, ҫине тӑрса ӗҫлерӗм. — Телейлӗ пулӑр, — терӗ Ганс пӳрте кӗрсе. Тимӗр кӑвак лаши мана самантрах каялла ҫурта илсе кайрӗ те, кил хуҫи-кӗсрене тӑмран тата йывӑҫран тунӑ питех те таса савӑт-сапасем лартнӑ пӳлӗме уҫма хушрӗ, ҫав савӑт-сапасем ҫинче туллиех сӗт пулнӑ-мӗн. Эпӗ тархасласах йӑлӑнса ыйтнипе пире кашниех пӗрер мул пачӗҫ. — Чӗнмесӗрех тӑр! — тӳрккесӗн хӑтӑрса пӑрахнӑ ӑна старик. Тепӗр тесен, ӑна никам та ытлашши чӑрмантармарӗ; — Максим ҫӑвать. Эрне иртсен, вӗсем пӗр-пӗрин патне ҫыру ҫӳретме тытӑннӑ. Вӑл, сасартӑк, пӑрахутсен, баржӑсен ушкӑнӗнчен вӗҫерӗнсе тухрӗ те — вӗсем умӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватлӑ тинӗс — кӑвак инҫетелле тӑсӑлакан тинӗс — сарӑлса выртни курӑнчӗ; тинӗсӗн кӑвак инҫетӗнчен тӳпенелле — хӗррисенче сарӑ мамӑк харталлӑ, шупка-кӗрен те тинӗс шывӗ тӗслӗ симӗсрех пӗлӗтсем, тата салхуллӑ мӗлке ӳкекен, тӑхлан тӗслӗ кичем пӗлет сӑрчӗсем мӑкӑрланса хӑпарнӑ. Вӗсем Пӑвана калама ҫук хавасланса кӗтсе илчӗҫ, ку вӑл ӑна пурте юратнине тепӗр хут кӑтартакан тӗслӗх пулчӗ. Андрий хӑй те пӗлмест, темшӗн ун чӗрине тӑвӑр пек. «Мӗншӗн пушӑ?» — тесе ыйтать. — Петрович. Эсӗ хӗресӗн чӗмсӗрлӗхне илтетӗн, ҫав чӗмсӗрлӗхре хӗрес айӗнче выртакан паллӑ мар ҫыннӑн чунӗ пуррине туятӑн. Вӑтам хресчен мӗн калӗ ун чух? Ӗлӗкхи юнкерсенчен начальствӑна тухнӑ, ырӑ наукӑсене вӗренсе ҫитнӗ. Нимӗн тума аптӑратӑр пулсан, вите патне утӑ хӑпартма кайӑр. — Таврӑнсан каллех ҫапла хӑтланатӑн-и-ха? … Эсир — принцсен йӑхӗнчен тухнӑ ҫын, сире Вандейӑри пӑлхава ертсе пырас пысӑк задачӑна шанса панӑ. Ҫав канлӗх ҫурчӗсене вара вилнӗ ҫынӑн ӳчӗсене тӗрленӗ пекех тӗрлесе илемлетеҫҫӗ. Анчах халӗ канлӗх ҫурчӗсем пушах юлаҫҫӗ, тӗн йӑлипе те вӗсем тӗрлӗ ӗҫсем туса ирттереймеҫҫӗ, ҫапла вара вӗсен тӑванӗсен шӑммисен ҫӗре кӗреймесӗр вӑрҫӑ хирӗнчех йӑваланса выртмалла пулать. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине, улт-ҫичӗ ҫул хушши курмасӑр пурӑннӑ хыҫҫӑн, пӗрремӗш хут пӑхнӑ. Ҫапӑҫу хирӗнче вунпӗр танк ҫунать, вӗсем патӗнчен курӑнми сывлӑш юхӑмӗпе тем пысӑкӑш тӗтӗм хӳрисем явӑнса килеҫҫӗ. «Ҫирӗппӗн калас пулсан, — ҫырса хунӑ вӑл Ельня патӗнче 1941 ҫулхи ҫу кунӗсенче, — этем хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ыратнипе ҫеҫ асапланнине ӗненместӗп, ун пек асаплану ҫук. Анчах, сӑмах майӗн каласан, ӑна ҫак кунсенче пӗр ҫӗрте вулаҫҫӗ пулас, тен эпӗ сире унта илсе кайӑп… Тепӗр темиҫе самантран Санин урам тӑрӑх хӑй хваттернелле чупрӗ. Йытӑсем хӑйне итлеменнине кура Шурӑ Кашкӑр пӑшал курокне уҫнӑ, йӑпшӑнса шӑтӑк ҫӑварӗ патне пырса шалалла пӑхнӑ. — Акӑ, хатӗр те вӑл! — терӗ Николай, ура ҫине тӑрса. — Ну, халӗ правление ответ тытма атя, Ҫӑрттан тусӗ, кӑтӑрнӑскер, ӗҫсӗр аптранӑскер. Ҫур ҫулах-и? Пӳскене яланах хӗрлӗ енӗпе чернил кӗленчи еннелле тытса ҫавӑрса тухӑр. Ку урасем пушмаксемпе, леш вилесен урисенчен пӗчӗкрех. Вӑл стена патне пырса пӑхрӗ: кусем хӗрарӑм урисем. Апат каярах юлатчӗ ӗнтӗ, плита тӑрӑх шурӑ шыв тумламӗ пӗрчисем сикеҫҫӗ; кастрюльти улма янӑ шыв вӗренӗҫемӗн сиксе вӗрет… — Пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ! Вара вӑл аран-аран илтӗнмелле:— А миссис Гленарван?.. Ури аркансах кайнӑ пулин те, вӑл хӑйӗн «Фарманӗпе» фронт линийӗ урлӑ вӗҫсе каҫса, хамӑрӑннисем патне ҫитсе ларма пултарнӑ. — Мӗн каласшӑн вара эсӗ, тусӑм? Каҫ-каҫ чӳречесенчен пыра-пыра пӑхрӗҫ, хӑш чухне такам кантӑкран пырса шаккаса, хӑраса аяккалла тарни те пулкаларӗ. Вӑл пӗр чӗрӗк сехет малтантарах тухса кайрӗ. — Пысӑк мар? — янӑравлӑн кӑшкӑрнӑ Яков Тарасович. — Вунӑ кун каярах тӗттӗм ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чух, пире темле карап пырса ҫапрӗ, — терӗ ватӑ негр. Гримпаччӗ эпӗ, репетицие хатӗрленеттӗм. Йӗвенне суллантарса, вӑл хуторалла чупрӗ. Ҫаран ҫинех тата икӗ ют хӗрарӑм тухнӑ: пӗри — сывлӑхлӑ та тулли, кӳпшек питлӗ хресчен майри, тепри — Рада. Хресчен майри такам ҫынни мар, Боримечка арӑмӗ, Стайка. Ӗнер ӑна килте ӗҫлекелеме тесе Гинка хӑйсем патне чӗнчӗ. Вӑлах Радӑна та хӑйсем патӗнче усрарӗ. Юрдан арӑмӗ те, кил-йышӗ те ӑна хӑйсем патӗнче усранине хирӗҫ пулмарӗҫ. Медынская вӗсем патне кашни вырсарникун тенӗ пек тӗрлӗрен ыйтусемпе кӗре-кӗре тухнӑ, ҫав ыйтусен тӗллевӗ яланах ҫӗр каҫмалли ҫурта часрах туса пӗтерессипе ҫыхӑннӑ. Халӗ Рада шкулти пӗрремӗш класри хӗрачасене вӗрентет, ҫавӑншӑн ӑна ҫулталӑкне пин гроша укҫа тӳлеҫҫӗ. Капитан каютинчи йӗс ҫаврашкаран ҫакӑнса тӑракан компас урайне ӳксе ҫӗмӗрӗлчӗ. Унӑн пӗтӗм шӑмшакки савӑнса тӑчӗ, вӑл ыранхи кун самолёт хӑйне итлеми пуласси, катастрофа пулма пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те. Ӑшӑ та чӑтлӑх вӑрманта ҫынна тем ҫинчен шухӑшлаттаркан темле ӑрасна йышши шав хуллен шавласа тӑрать. Кӗнӗ ҫӗрте пӗр купа ҫӳп-ҫап выртать. Афганистан… Ун ҫумӗпе лётчиксем ларса тулнӑ автобуссем иртсе каяҫҫӗ, анчах вӗсем, чӳречесенчен савӑнӑҫлӑн пӑхакан ҫынсем, ӑна асӑрхамаҫҫӗ. Вӑл вӑлта хулли пек ҫавӑрӑнӑҫуллӑ, анчах вӑйсӑр ачаччӗ. Ритӑн йӑлтӑртатакан куртки тӑрӑх ҫумӑр тумламӗсем шӑрҫа пек чупаҫҫӗ. Кун пек тӗттӗм ҫӗрте кушак та икӗ утӑмран нимӗн те кураймӗ. — Ахалех васкатӑр. — Ӑҫта пултӑн? — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӑм эпӗ, нимӗн те пӗлмен пек пулса. Пуху пӗтнӗ хыҫҫӑн комитет членӗсем килӗсене саланма пуҫласан, Риккардо Мартини патне пырса:— Апат тума юлӑр. Эпӗ хамӑр шутлани йӑнӑшрах килсе тухасран хӑратӑп, — хушса хучӗ вӑл чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, атте ҫине таран шухӑшлӑн пӑхса. Хам мӗн кӑна туман, мӗне кӑна тытӑнса пӑхман, пӗрмаях «Катя мӗнле?» тенӗ ыйту йӑтӑнса тухрӗ. Лаша Генрие ывӑтса хӑварнӑ-и? Кунта лайӑх пурнӑҫ пулаймӗ. Анчах Бойчон иккӗленсе тӑма вӑхӑчӗ ҫук: мӗн те пулин тумаллах пулать. — Мӗнле-ха вара? Астрономсем питӗ тӗрӗс шутлаҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, манӑн кунта урӑх юлма юрамасть. — Ме, тыт, — терӗ Квакин, хутне тыттарса. Тата эпӗ сире калама мантӑм пулас: Тарӑ та ун хыҫҫӑн кайрӗ. Унтан кайран вара эпӗ вӑл индеецсене вӗрнине илтрӗм. Мӗн тул ҫутӑличченех вӑл тӗлӗксем курса асапланчӗ; тӗлӗкӗнче ӑна уяв чухнехи пек тумланнӑ ҫав тери нумай халӑх ушкӑнӗсем, ҫеҫенхире ейӳ кайнӑ ҫурхи шыв евӗр сарӑлса, вӗҫсӗр-хӗрсӗр куҫса тӑни курӑнчӗ. Эпӗ сирӗнпе пӗр ҫуртра пурӑннинче-и? Ҫав килӗшӳсӗр япала унӑн кӑмӑлне кайрӗ, вӑл шӑппӑн:— Епле илемлӗ! Ывӑлне ретрен ҫапса кӑларнӑ та — ун вырӑнне амӑшӗ тӑнӑ! — Эх, эдиот! Пӗтӗмпех чирлӗ вӗт-ха. Вӑл ӑна чӗчӗ парса каялла таврӑнать. Тӳрӗ пынӑ чухне ӗҫ аран-аран майлашкаларӗ, анчах, ҫаврӑннӑ ҫӗрте хам мӗн те пулин тумасан, мӑшӑртан мала иртсе каяссине асӑрхарӑм. Эсӗ те илтетӗн-и? Эпӗ ӑна йӑлӑнтаратӑн тесе ӳпкелесе илтӗм, вара унӑн сӑн-сӑпатӗнчи тунсӑх сасартӑк тарӑхупа улшӑнчӗ, вӑл мана эгоист, шелсӗр ҫын тесе чи наркӑмӑшлӑ сӑмахсемпе ӳпкеле пуҫларӗ. Туссем пулӑпӑр. Унта нумай ҫӗмӗрсе ватса пӗтернӗ пулӗ. Ӑшчикӗ унӑн вӗресе те ҫунса тӑрать. — Ӑҫтан сан аннӳ пулас-ха манӑн, эпӗ пӗтӗмпе те хӗрӗх ҫиччӗре ҫеҫ? Акӑ ӗнтӗ пӗррехинче Соломон, хӑй пӳлӗмӗсенчен пӗринче, ӑшне хӑвӑл хӑварттарса, витӗр курӑнакан хрустальтен урай тума хушнӑ, унта, шыв тултарса, чӗрӗ пулӑ янӑ. Вӑл халех ҫӗр пӳрте кӗрсе ун патне пурин ҫинчен те тӗрӗссипе ҫырса ярасшӑн пулчӗ: ан тив, татӑклӑн шут туса ответ патӑр. — Пирӗн хамӑрӑн хушшӑмӑрти юрату пулсан, епле кирлӗ мар ӗҫ пултӑр-ха вӑл? Мухтаса каланӑ пекех туйӑнчӗ… мӗн тени пулать вара вӑл — ударник тени? Эпӗ пурне те юрататтӑм. Нимех те мар, тет. Пӗлетӗн-и, хӑй тӑванӗн ывӑлӗ ҫинчен мӗнле ыйтрӗ вӑл? Тӑрӑш, турӑ парӗ те. Эпӗ наукӑсене вӗренсе ҫитериччен отпускра хисепленнӗ. Стени ӗлӗкхин пекех сыхланса юлнӑ, анчах та башнисем, эпир Петькӑпа иксӗмӗр юлашки хут тӗл пулса, пӗр-пӗринпе юлташлӑ пулма тупа тунӑранпа кӑштах пӗчӗкленнӗ. Эпӗ, юр ҫав тери нумай хӳсе кайнӑ пулин те, Мартын старик башнин пӗр картлашки ҫине хӑпарса тӑтӑм: манӑн Иринова ҫаранӗпе Никольск шкулӗ ҫине, тир-сӑран завочӗ ҫине пӑхас килет-ҫке-ха. Мӗнле-ши вӗсем халӗ? Пурте хӑйсен вырӑнӗнчех иккен — йӗри-тавра, горизонт патне ҫитичченех, шурӑ юр кӑна… — Кай ман патӑмран! — мӗскӗннӗн ыйтнӑ Фома. Эсӗ лӑплан, пухӑва кайӑпӑр. Ҫемьеллӗ ҫынсем кӑнтӑрлахи апатне ялтан хӑйсемпе пӗрлех илсе килнӗ те ӑна лав ҫинчех ҫиеҫҫӗ. Ҫемен ӑна вӗрентесшӗнччӗ. Алексей тӗмескесем тӑрӑх шуса упаленсе, пылак-йӳҫеклӗ ҫырласене, упа пек, тутипе те чӗлхипе те пухма тытӑнчӗ. — Леш хай сире валли ҫырнине — эпир пират пулса ҫӳреме кайнӑ тенине. — Кирек епле пулсан та, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулса, япаласене хӑйсен ячӗпе калӑр, — терӗ Джемма. — Шыв ӗҫес килет! Кӑна сана кирек кам та калӗ… Ман ҫулта мана ку ним тума та кирлӗ мар. — Пур. Питӗ юрататчӗ вӑл мана! Ҫакӑнпа пӗрлех: 1. Вӗсем ҫакӑн пек усӑ параҫҫӗ пулсан, вӑя пӗтерни те шел мар. — Ӳкменпе пӗрех, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен сайра-хутра чӑрсӑр бомбӑсем кунта та килсе ӳккелеҫҫӗ (ҫак каҫхине пӗр бомба осколки пырса лексе матроссен землянкинче ларакан капитана вӗлернӗ пулнӑ). Эпир те ҫаплах тунӑ. Апла мӗншӗн-ха вара лаши пушӑллах чупса килчӗ тата виле пуррине сиснӗ пекех хартлатать? — Ҫӑвӑнма шыв ярсам, — терӗ вӑл ҫухавине вӗҫертсе, — ыран каятпӑр, сывӑ юлӑр. Ме, йытӑ ҫури, пурӑн! Шӑлкала лайӑхрах, ав, ак кунта! Ун пек хӗрарӑмсем, Ромашов, ахӑртнех, пур, анчах эпир сирӗнпе вӗсене нихӑҫан кураймӑпӑр. Акӑ, вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те аллинчи хӗрлӗ ручкӑпа тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫӗсене тӳрлетрӗ. Пачах та ҫухалса кайса, именсе, урӑх ним калама та пӗлмесӗр, вӑл алӑк патнелле чакма тытӑнчӗ. Ҫынсенчен сыхланас пулать — пурте пер-пӗрне кураймаҫҫӗ. Килӗсене саланнӑ чухне хутор ҫыннисем нимех те шарламарӗҫ, шкултан тухсан кӑна, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн уйрӑлса кайса, утнӑ май пӗр-пӗринпе сӑмахлама тытӑнчӗҫ. Эпӗ урӑх тӳссе тӑма пултараймастӑп! Ливингстон Танганьика кӳлли хӗрринчи нумай ҫынлӑ Уджиджире пулса курас шутпа Казомберон ҫурҫӗрелле тухса каять. Иксӗмӗрӗн те чӗлхесем ҫӗтрӗҫ тейӗн. Анчах Соломон хӗрӳллӗн пӑшӑлтатать ун ҫӑварӗ патӗнчех: — Караслӑ пыл тумлать сан тутусем ҫинчен, савниҫӗм, пылла сӗт сан чӗлхӳ айӗнче… — Панихида юрлама тытӑнчӗҫ, анчӑк ачисем… Хурлантӑмӑр эпир, пӑшӑрхантӑмӑр… Амӑшӗ, вӗри юратупа тулса, савӑнӑҫлӑн та тарӑннӑн сывласа илчӗ. Эсир пит час-часах юланутпа уҫӑлса ҫӳретӗр вӗт. Ҫитрӗ вӑхӑт. Хӑйсен хытӑ чупакан лашисемпе вӗсем бизонсене хӑваланӑ, вӗсене ухӑпа тата пӑшалпа пенӗ. Вӑл, ашшӗне ыталаса илсе, ун канашӗ пирки шухӑшласа пӑхма сӑмах панӑ та, ҫиленнӗ мисс Жаксона лӑплантарма чупнӑ, лешӗ алӑкне аран уҫса кӗртсе, унӑн хӑй айӑпне сирмелли сӑмахӗсене итленӗ. Чӑнах та, сенкер пуставӗ, хӗвел ҫинипе, тӗксӗмленсе сарӑхма пуҫлать те, сюртук пӗр тӗслӗ пулать-тӑрать, анчах акӑ мӗнтен тӗлӗнмелле: Антон Прокофьевич пустав тумтирне ҫулла тӑхӑнма юратать, хӗлле вара нанкран ҫӗлетнине тӑхӑнса ҫӳрет. — Унтан вара каялла алтса кӑларма пыраҫҫӗ-и? — Мӗ-ӗн? Мӗншӗн лайӑх ҫынсем яланах телейсӗр пулаҫҫӗ-ши?.. Сирӗн яхтӑн хӑй ҫулӗпех малалла каймалла. Мэри сана валли вырсарникунхи костюм хатӗрлесе хучӗ, эсӗ ӑҫта кайса кӗнӗ-ши тесе пӑшӑрханчӗ. Петлюра ӑна, йӗркелесе тӑратнӑ полксем ҫине ун пуҫӗ урлӑ пӑхкаласа, кӑшт-кашт кӑна итлерӗ. Фома калаҫакансем ҫине пӑхса илнӗ: пӗри вӗсенчен тарават сӑн-питлӗ шуралнӑ старик пулнӑ, тепри — ҫамрӑкрах, ӗшенӳллӗн пӑхакан пысӑк куҫлӑскер, савӑл майлӑ хура сухаллӑскер пулнӑ. Алексей хӑй вӗҫеве тухас умӗн пысӑк компани умӗнчех ҫак Кукушкинран питех те ҫивӗччӗн тӑрӑхласа кулнине аса илчӗ; кӳренӗве манман этем пулсан ӑна, тен, нихҫан та каҫарман пулӗччӗ. — Усси вӑл тӗрлӗрен пулать, — йӳнӗ сигара чӗртсе янӑ май каласа хучӗ Кузьмичов — Тепри ҫирӗм ҫул вӗренет, усси — ҫур пуслӑх. Вӑл шӑллӗнчен:— Мӗнле адвокатӑнне? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ пурне те аяла анма сӗнетӗп. Текех тӳссе тӑраймасӑр, вӑл ҫапла каларӗ: — Ну, эсӗ ан ашкӑн, хав шухӑшупа эпӗ кам пулнине хӑвӑртрах кала. — Ырӑ сӑмахушӑн тавтапуҫ! — кулса илчӗ амӑшӗ, ун ҫине пӑхса. Эсир пӗлетӗр, вӗсем пирӗнтен нумайрах, анчах эпир крепостьре ларатпӑр. Пӗр минут каярах эпӗ, пирӗн дисциплина пур тесе калама та пултарӑттӑм. Ҫавӑ ҫеҫ-и? Лаша ҫине утланса яра парас», — тесе шутласа илнӗ вӑл. Вӑл кулса илчӗ те йӑлтӑртатакан куҫӗпе каллех пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ. Чӑнах мар-и, сударыня? Симӗс пурҫӑн абажур пурччӗ, ун ҫумне Иван Иваныч хулӑн хутран ӑста тӗрлесе каснӑ шуйттан ҫурисене тире-тире лартнӑччӗ — ҫав абажур сӗтел тӗлӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ, Катьӑпа иксӗмӗре ҫав асран кайми каҫхине мӗн курни халӗ те куҫ умӗнче ункӑн-ункӑн курӑннӑ пек симӗс абажурӑн хӗрри палӑрнӑ евӗрлӗ, хамӑра мӗн тарӑхтарнӑ та мӗн тертлентернӗ, ҫавсем пурте инҫетри тӗттӗм кӗтессене кӗрсе пытанаҫҫӗ. Марьянӑпа Устенька арба айӗнче пӑшӑлтатрӗҫ, кулса ярасран аран чарӑнса тӑчӗҫ. Темиҫе хӗрарӑм, куҫ умне тӗлӗкре тухса тӑракан мӗлкесем пек курӑнаканскерсем, ывӑнса халтан кайнӑ пуҫӗсемпе хӑйсем умӗнче тӑракан тенкел хыҫӗпе тӗксӗм йывӑҫ сак ҫине таянса, чӗркуҫленсе ларнӑ, колоннӑсемпе пилястрсем ҫумне таянса ҫакӑн пекех темиҫе арҫын чӗркуҫленсе тӑраҫҫӗ. Струльдбругсене пурте кураймаҫҫӗ, вӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ. Ну, вара вӑл чӑнах та унӑн тӑванӗ пулсан, мӗн калӑн вара ун ҫинчен? Эпӗ, паллах, тумлантӑм. Эпӗ сире ятлама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен сӑлтавӗ, айӑпсӑр пулин те, манӑн хӗр пирки пулнӑ. — Ӑҫта? — Малалла каймалли ҫук эппин? Пугачев тӗксӗмӗн сулхӑнланса кайрӗ те тутӑрпа сулчӗ. Унта планетӑсем хушшинчи ҫулҫӳревҫӗ Уйӑх ҫинчи пек сиккелеймен пулӗччӗ. Ҫакӑн пек йывӑр ӳт-пӗве ҫӗклесе ҫӳремешкӗн унӑн мускулӗсен вӑйӗ ҫителӗксӗртерех пулнӑ пулӗччӗ, хӑйӗн йывӑрӑшӗ ӑна ҫӗр ҫумнелле пуснипе вӑл аран-аран тертленсе, йӑраланса пынӑ пулӗччӗ. Кунта ӗнтӗ, ҫав кӗввӗн чӗрене кӑшласа ыраттарнине хирӗҫ кӗрешме хал ҫитереймесӗр Петрӑн сӑн-пичӗ тискерленнӗ самант та, ҫавна пулах фортепиано патӗнчен тӑрса тарни те, мӗн ӗлӗкхи йӑлтах янӑраса тӑрать. Антонина Васильевна, нимӗн тума аптӑраса, ҫул ҫинче ҫаплипех тӑрса юлчӗ. Вилнӗ, эпӗ нихӑҫан та, нихӑҫан та кураймӑп! Утрава курнипе эпӗ кӑмӑллӑ пултӑм, хама ҫак ҫӗршывран хӑваласа ярсан, малтанхи хут тӳрех ҫавӑнта чарӑнма шутларӑм. Суккӑр ыттисем пулӑшмасӑрах ӑна тупрӗ, — курман ҫынсен асамлӑ хӑвачӗ ҫавӑн пек пулать ҫав. Хам кӗресшӗн пултӑм. Кашни ҫул Европӑна, уйрӑммӑн илсен акӑлчан пасарӗсене, илсе тухакан пилӗкҫӗр пин килограмм слон шӑммине тупас тесен, миҫе слон тытса вӗлермелле-ха? Ку ӗнтӗ ӑшра мӗн шут тытни ӗҫе кӗмелли тапхӑр пулчӗ. Тӳррипе каласан, мӗн пӗлмеллине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, калаҫҫӗ вӗт-ха пӗр паллӑ ҫын Дюмон-Дюрвиль хӑй ача чухнех Лаперуза экспедицине ӑҫта шыраса тупассине тӗлӗнмелле тӗрӗс кӑтартнӑ теҫҫӗ, манӑн пӗлсе ҫитни уннинчен те нумайрахчӗ. Эпир питӗ кирлӗ пулса тухсан ҫеҫ пулӑшу ыйтатпӑр, итту шӑла ҫыртса кӑна, урӑхла тума пире мӑнаҫлӑх хушмасть… Вӑхӑтран вӑхӑта кашкӑрсем икшерӗн-виҫшерӗн ут умӗнчен ирте-ирте каяҫҫӗ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрнӑ, юнанӑ, унӑн куҫӗсем выляса, темле тискеррӗн ялкӑшса тӑнӑ. Гленарван нимӗн тума та пӗлмест, ҫак самантрах ӑна телейлӗ шухӑш ҫупӑрларӗ. Ҫапах та чӑтса тӑраймарӗ, пӗлӗш колхозницӑна свитер ҫыхса пама пулса, унтан аванспа укҫа илчӗ те, юлашкинчен, садовнике илӗртсе хӑй патне илсе пычӗ, вара, чӗрине хытарсах, хӑйӗн полковникне илӗртме пултаракан тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр лартса тултарчӗ, — явӑнса ӳсекен икӗ роза тӗмӗ, виҫӗ тӗм гранат йывӑҫҫи, пилӗк инжир, шалчасем лартса паллӑ тунӑ пулас верандӑн ик айккипе икӗ глицини тата веранда умне александрийски мускатӑн виҫе тӗмӗ — беседка валли. Вӑл аран ҫеҫ кулмасӑр тӳссе тӑнӑ. Стёша кил-йышӗ чухӑн хресченрен. Ой, мистер Морис, усал тухнинчен те хӑрушрах. Валя савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ. Сахал пулнӑ-им, ара, вӗсем, ҫав генералсем, мур хирсе кайтӑринех вӗсене! Икӗ сехете яхӑн хӑпмарӗҫ вӗсем ман ҫумран, чӗлхе ывӑниччен калаҫтарчӗҫ, юлашкинчен вӑл ҫаврӑнаймиех пулса ҫитрӗ, эпӗ вӗсене хам ҫемье ҫинчен — тепӗр майлӑ Сойерсен ҫемйи ҫинчен питӗ нумай каласа кӑтартрӑм, пӗр ҫемье ҫинчен мар, вунӑ ҫемье ҫинчен калаҫрӑм тейӗн ҫав. Капитан, сывлама сывлӑшӗ ҫитмен пек, ҫӑварне карчӗ. Ҫил чарӑнчӗ, йывӑҫсем ҫинче пӗр ҫулҫӑ та хускалмасть. Тур пулӑшсан, ыранччен сывалать. Иисусе, Мария!» — тесе кӑшкӑрнине те хупларӗ шыв сасси. Сехечӗ ҫӳрет — вӑл вунпӗр сехет кӑтартать. Лӑпчӑнса ларса шӑплантӑмӑр. Эпӗ хам ӑссӑн хӑтланас та ҫукчӗ, авӑ эсӗ ман сӑн-пите мӗн пек хитрелетсе пӗтертӗн… Вара ҫурри ҫарамас ҫынсем кӑнтӑрла иртни икӗ сехет ҫитиччен, пӗтӗм тавара куҫарса ҫитериччен пӗр канмасӑр, чашлаттарса ҫӑвакан ҫумӑр айӗнче, хыттӑн кастарса тӑракан ҫил ҫинче ӗҫлерӗҫ, — ҫакна пула эпӗ этем пурӑнакан ҫӗр мӗн тери хӑватлӑ вӑйсемпе пуян тӑнине пӗтӗм чӗрепе ӑнлантӑм. Ҫав ҫырура вӑл упӑшкине хӑй камран йывӑр ҫын пулнине пӗлтернӗ. Андрей блиндажран сиксе тухрӗ. Эпӗ сире тавлашмасӑрах хӑмӑн ҫамкана лартса паратӑп тесе шутлатӑр-и эсир… эпир шӑпа ярӑпӑр… Саша, ун еннелле тӳртӗн ҫаврӑнса выртнӑ та, тутлӑн анасласа, юлхавлӑн калаҫма пуҫӑннӑ: — Тӗлӗк куртӑм, каллех арфистка пулнӑ пек. Хӑрушӑ суд пулӗ тесе шутламасть,Чухӑн ҫын, ни тӑван, пи тус мар уншӑн, Тӑрӑшать вӑл ылттӑн кӑна пуҫтарасшӑн — Ҫав ылттӑн тамӑк кӑварӗ пултӑр уншӑн! Ну, ил пальтуна, кайӑпӑр! Рабочисене пурне те пысӑк тавар пакгаузне пуҫтарчӗҫ те ультиматум лартрӗҫ: е калла ӗҫе каймалла, е ҫар сучӗ умне тӑмалла. Хаяррӑн мар, ытларах хурлӑхлӑн вӗрет, ялан харлатса кӑна тӑрать. Вӑл пӗрмаяхмалтан мала чупрӗ. Анчах хам сӑмӑх ҫинчех тӑратӑп, Дашкӑ: сан юратӑвна пула виҫӗ арҫын леш тӗнчене ӑсанчӗҫ! Нихҫан иртӗхмен Геновевӑна вӑл илӗртме хӑтланса пӑхрӗ те, лешӗ унран йӗрӗнсе пӑрӑнчӗ, ҫавӑнтах хӑйӗн тӳрӗ Драко тарҫине чӗнтерчӗ, вӑл ӑна граф патне ҫырупа ярасшӑн пулчӗ. — Ытлашши вӑрӑм эп, ҫавӑнпа хӑратӑп, — васкамасӑр пӗлтерчӗ Умрихин. Унттине ураран хывма тӑчӗ. Унттӑ хывӑнмасть, кашни сиккеленӳ чӑтма ҫук ыраттарать. Вӑхӑт ҫитӗ, хӑвӑн Эпӗ тенине хӑватлӑн, питех те пысӑккӑн ӗненесси, таса сывлӑшӑн вут чӗлхисем евӗр, мӗнпур ҫыннӑн пуҫнех килсе ҫапӗ, ун чухне вара ни чурасем, ни хуҫасем, ни чӑлахсем, ни шеллеслӗх, ни сӑлӑк-кӑлтӑк, ни ҫилленеслӗх, ни ӑмсану-кӗвӗҫӳ пулмӗҫ. Ну хӗрарӑм та! Женьӑпа Тимур тата Таня садраччӗ. — Ах епле чӗрӗ Домострой, — терӗ майра. — Мӗне кирлӗ сана? Лешӗ шӑпланса тӑнӑ казаксенчен уйрӑлса утрӗ, чӑх-чӗпсемпе тулса ларнӑ картишнелле юлашки хут пӑхса илчӗ те, йывӑррӑн тухакан сывлӑшне пусарса, майӗпен, курпунне кӑларса, кӗҫӗн алӑк патнелле ҫул тытрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, элекпе усӑ курнӑ та, хӑйӗн аллисем ирӗклӗ пулччӑр тесе, хӑваласа кӑларса янӑ. — Вӑл Костя патнелле ура ярса пусрӗ. — Чим! чим! — тени, пит те ҫывӑххӑн палланӑ сасӑ илтӗнчӗ, эпӗ хамӑра хирӗҫ чупакан Савельича куртӑм. Комиссарӗ пирӗн Володин Яков Павлович пулнӑччӗ. — Вӑл эп ӗҫленӗ ҫӗре пынӑ, — терӗ вӑл мана кӗскен, — анчах ман ӑна курма вӑхӑтӑм ҫук, нихҫан та пулмӗ те, тесе калама сӗнтӗм. Анчах та халӗ эпӗ вӗсем ҫинчен ӗлӗкхин пек мар, урӑхла шухӑшлатӑп. Хам кӳреннӗ вӑхӑтсем те мана халӗ урӑхларах, темле лӑпкӑнрах курӑнаҫҫӗ. Вӑл кунхине октябрӗн ҫирӗм тӑваттӑмӗш кунӗ ҫитрӗ Талькагуанӑран тухнӑранпа вунӑ кун иртрӗ. Пӳлӗмри чаплах мар сӗтел-пукансене курма пулнӑ: пит ҫумалли, пӗчӗк сӗтел, пӗр мӑшӑр пукан тата москитсем аптратасран чаршав карнӑ кровать. — Эсӗ ӑна эппин ман сӗтел ҫине пырса хур-ха… Матроссем чупса пычӗҫ, боцман, капитан помощникӗ тата каллех ҫынсем ушкӑнӗпе пуҫтарӑнса тӑчӗҫ; ыттисенчен пӗр пуҫ тӑршшӗ ҫӳлерех, яланхи пекех лӑпкӑ та чӗнмесӗр буфетчик тӑрать. Дунсинанпа Бирнам та вӑрҫнӑ чухМӗнпур усаллӑха хирӗҫ тӑрас-и? Малтанах пӗлтеретӗп сире: эпӗ сиккипе чуптаратӑп. Давыдов ҫине кӑштах куҫ айӗн, тинкерсе те теме кӗтнӗ пек пӑхса, вӑл ҫапла каларӗ: — Сывлӑх сунатӑп, Давыдов юлташ! Эсир, сеньор, эпӗ мексиканец пулнине манатӑр пулас. Унӑн сасси аякра янӑрать. Аван-и, Пантелей! Ӑна, Макара, манран ӑс кивҫен илсен те ҫылӑх пулмасть. Тупӑкӗ — хура, ҫӳлӗ ураллӑскер, хупӑлчине шурӑ сӑрпа сӑрланӑ, — унта хӗрес, сӑнӑпа туя тата икӗ шӑмӑ ӳкернӗ. И-их, вара аслаҫу ҫиленсе каятчӗ! Прокурор сӑмахӗсем сывлӑшра куҫа курӑнман тӗтре пек сарӑлчӗҫ, вӑл тӗтре судьясем тавра ӳссе, ҫӑралса пычӗ, вӗсене пур япала ҫине те пӗрешкел, ӑшшӑн та, сиввӗн те мар пӑхакан турӗ, ӗшентерекен пӗлӗтпе хупӑрласа илчӗ. Серафима пике хӑлхине чанк тӑратрӗ. Пайтах макӑртӑм. Кашни ҫын питнех чутлаймӑн, анчах хӑшне мӑлатукпа парсан — пулать те тӑрать ылтӑн пек аван… Наци хӑй пӑхӑнманлӑхне ҫухатни ун ӑс-тӑнӗнче ӗнтӗ команчасем тапӑнасран хӑрамалла мар пулнипе танлашса кайнӑ, колонистсем кунта киличчен команчасем ҫӗршыва хӑратса тӑнӑ-мӗн. «Чӑх-хыпалакан» ҫӑматтисемпе чӑхсене сире-сире утать; хулпуҫҫи урлӑ унӑн ҫурри таран хывӑх-арпа тултарнӑ михӗ ҫакӑнса пырать. Юлашки пайӗ вӑрманта пулса иртрӗ. Фома пӑртак шухӑшланӑ та:— Пӗлейместӗп, — тесе ответленӗ. Гленарванпа унӑн арӑмӗ пулман пулсан, вӗсем мӗнле хӗн-хур курман пулӗччӗҫ-ши? — Ан ҫыпҫӑн ун ҫумне, — йӗкӗлтесе илчӗ Гейка Кольӑна, — тӳпкеме те пултарать вӑл сана. Акӑ мӗншӗн ҫапла иккен вӑл: Хӗвелтен темле тапса тӑракан вӑй тухса тӑрать, ҫав вӑй комета ванчӑкӗсене те аяккалла тапса тӑрать. Вунтӑватӑ миль ҫуран утнӑ хыҫҫӑн канма питех те лайӑх пек туйӑнчӗ. Ҫамрӑк креолка хӑйне комплимент каланине сисмен пек пулса, татах каларӗ: — Пӗлес килетчӗ, эпӗ ҫав искусствӑна вӗренсе ҫитме пултарӑп-ши? Виль ытла иртӗхекен ача пек курӑннӑ ӑна. Мӗнле-ха? Курса савӑнсам, Суламифь, мӗнпур тӗспе вылять вӑл, анчах хӑй, шыв тумламӗ евӗр, тӑп-тӑрӑ халлӗнех тӑрса юлать. — Варламовӑн вӗсем! — кӑшкӑрчӗ урамра тахӑшӗ. — Мӗншӗн тесен вӗсем ҫавӑн йышши этемсем. Унтан Павел ҫемҫереххӗн калаҫма тытӑнчӗ. Самантран вӑл ҫапах та, хӑйне каланӑ пек, ҫапла хушса хучӗ: — Турӑ ирӗкӗ ӗнтӗ!.. Ятлаҫмаҫҫӗ, эрех ӗҫмеҫҫӗ, пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн тавлашмаҫҫӗ… пӗртте йывӑр пурнӑҫпа пурӑнакансем пек мар…» Астӑватӑп-ха, ку ҫу тӑршшинче хам вуласа тухнӑ ҫӗр ытла романтан пӗринче ҫав тери вӗри чӗреллӗ, ҫӑра куҫхаршиллӗ герой пурччӗ, сӑн-питӗмпе манӑн ҫав тери ун евӗрлӗ пулас килсе кайрӗ (мораль тӗлӗшӗнчен эпӗ хама шӑпах ҫав ҫын пек тесе шутларӑм), ҫавӑнпа хамӑн куҫхаршине тӗкӗр умӗнче пӑхнӑ чух ӑна ҫӑрарах ӳстерес шутпа кӑштах кӗскетме шут тытрӑм, анчах касма пуҫласан, пӗр вырӑнта ытларах кӗскелсе юлчӗ, — тикӗслемелле пулчӗ, вара ҫак ӗҫ, инкеке, эпӗ тӗкӗр витӗр хам куҫхаршисӗр тӑрса юлнине, ҫакна пула питӗ илемсӗрленнине курнипе пӗтрӗ. — Яланхи калаҫу пуҫланать, — терӗ Мигун лӑпкӑн кӑна, унтан тарӑннӑн сывласа илсе хушса хучӗ: — Хӗнемесӗр епле пурӑнан? Питех те тӗлӗнмелле пахалӑхпа палӑрса тӑнӑ: вӗсем япаласен пуррилӗхне, хапи-капашне, тӗшши-пӗлтерӗшне инҫетренех пӗлейнӗ-туяйнӑ; ку — пӗр магнит тепӗр магнит ӑҫтине туйнӑ евӗрлех; куҫӗсем вара вӗсен суккӑр пекех пулнӑ. — Йыт амине чуптунӑ! Кӑкшӑм ҫуланӑ! — Ҫӳҫ тени вӑл, кирек мӗнле пулсан та, — мӗнпур намӑса витсе тӑрать. Чӗркуҫҫи пек ҫап-ҫара пуҫ пулать те ак… Мӗн илеме пултӑр унта? — Ҫӗнӗ улпут майри. — Хам сӑмахра эпӗ темле йӑнӑш турӑм пулмалла, — тесе шухӑшларӗ Кольхаун, ҫавӑнпа та хирӗҫ чӗнмерӗ. — Ну, тата икӗ утӑм хушӑпӑр. Эпӗ Франкфуртри чаплӑ каретӑна илтӗм! — Сирӗн унпах тухмалла пулать, Денни. Каначӗсем ҫинҫе кантра хулӑнӑш, пӑрӑсӗсем пирӗн чӑлха йӗппи хулӑнӑш пулчӗҫ. Илӗп те герблӑ хут ҫырса ярӑп: Христофор аттене укҫа ҫитмест, ҫавна пула вӑл коммерци тума пуҫларӗ, ҫӑм сутма тытӑнчӗ. Мӗнле ҫын вӑл? Ҫак куҫӑмсем расӑна кисретнӗ те хавшатнӑ, мӗншӗн тесен хуҫаланакансен тӗнчепе хуҫаланӑва, паллах, вӑйсӑрлатас килмен, ҫавӑнпа та вӑрҫӑ чарӑнман; анчах ватлӑх, япӑхлану-ассиленӳ хуҫаланма чӑрмантарнӑ. Шассине юр ӑшӗнчен ненецсем кӑларнӑ — акӑ мӗншӗн эпир Лурипе иксӗмӗр ҫакна маларах асӑрхайман. Корчжинский тӳрленсе ларчӗ, унӑн айӗнчи пукан лӑчӑр-лачӑр туса илчӗ. Ачасем инҫетелле пӑхса итлесе тӑчӗҫ. Оленина ҫаплах, пуринчен ытла ҫак каҫ, унӑн ҫурт-йӗрӗ, унӑн килйышӗ, унӑн пӗтӗм телейӗ ҫакӑнта, станицӑра, пулнӑ пек тата вӑл халиччен нихҫан та ниҫта та ҫак станицӑри пек телейлӗ пурӑнман тата пурӑнас та ҫук пек туйӑнать. Унӑн куҫӗсем ҫакнашкал ним хускавсӑр пулмасан тата ӑна хӑйне сарӑ ҫӳҫлӗ пӗр хӗрарӑм, — музыкантӑн арӑмӗ, теҫҫӗ, — ҫавӑтса тухас мар пулсан, никам та ӑна суккӑр тесе калас ҫук. Каллех ял тӑрӑх паҫӑрхи ҫулпах, шӑн кӗпесем ҫакӑнса таракан кил ҫумӗн кайнӑ, анчах халь кӗписем паллӑ пулман; унтан хайхи сарай ҫумӗн иртнӗ, ӑна халь ҫийӗ таранах юр вӗҫтерсе лартнӑ, унӑн ҫийӗнчен татти-сыпписӗр юр юхнӑ; унтан каллех ҫав хӑрушшӑн кашласа, авӑнса ларакан хӑвасем патӗнчен иртнӗ те каллех аялтан та, ҫӳлтен те хумханакан юр тинӗсне кӗрсе кайнӑ. Анчах вӑр-вартарах уткалар! Тинех ӗнтӗ темӗн чухлӗ телейсӗр ҫыннӑн шӑпине татса паракан ҫын курӑнса каймалла. — Мана тӳлеттеретӗп терӗ-и? Пайталлӑ ӗҫрен ҫывӑрса юлтӑмӑр эпир иксӗмӗр! «Килчӗ те пурӑнӑп, тесе каларӗ. Ҫӗнӗ вырӑн, хӑйне евӗрлӗ ҫутӑ шӑршӑ, урӑхла тумланни — ҫаксем пурте ӑна темӗнле шиклентернӗ пек пулнӑ тата хӑй пурӗпӗрех сӑмса вырӑнне хӳре лартса янӑ шыҫмак пит евӗрлӗ темӗнле хӑрушӑ япалана тӗл пулассине систернӗ. Эсир, сирӗн преосвященство, пӗр допросра пулсан та, сире уҫҫӑнах паллӑ пулӗччӗ… Риварес, паллах ӗнтӗ, ун ҫинчен пӗлмӗ. Ҫакӑн пек хир варринче ӗнтӗ пирӗн «Св. Мария» ларать, ӑна планшир таранах юр хӳсе кайнӑ. Ачасем пухӑнчӗҫ, халь ӗнтӗ вӗсем нумаййӑн: ҫирӗм-вӑтӑра яхӑн. Эсӗ, тусӑм, мана хӑвӑн тус пулнипе пулӑшатӑн, ҫавӑнпа эсӑ кунта килтӗн те, — эпӗ пӗччен пултарас та ҫук пулӗ. София ӑна ухмаха тухас пекех юратса пӑрахнӑ. Океан хӗррине кусемпе те, лешсемпе тӗл пулмасӑр тухма пулӗ-ши? Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе хӑйӗн тусӗсене Джон Мангльс горизонта кӑтартрӗ. Унта темӗн пысӑкӑш тусан юпаланса ҫӗкленнӗ. Куҫӗсене сарлакан чарса, вӑл ҫырансен вӗҫӗ-хӗррисӗр уҫӑлса пыракан чӗрӗ картинисем ҫине чӗмсӗррӗн пӑхса пынӑ, ӑна юмахсенчи паттӑрсем тата асамҫӑсем пурӑнакан тӗлӗнмелле патшалӑха кӗмӗл сукмакпа кайнӑн туйӑннӑ. Ватӑ Том, туртма юратаканскер, карап ҫинчен хӑйпе пӗрле тачӑ хупӑнакан тимӗр арчапа ӑвӑ илсе тухнӑ. Вӑл хуть хӑҫан та ӑвва ҫыран хӗрринче тупнӑ вутчульне сапса хӗлхем кӑларма пултарать. — Троицӑранпа икӗ ҫул ҫине кайрӗ ӗнтӗ. Карланкӑран хыттӑн йӑлмакласа лартнӑ хыҫҫӑн хорунжийӗн хӗрлӗ пичӗ пушшех хӗрелсе кайрӗ, вӑл пистолетне ярса тытрӗ, анчах хӑйне итлеми пулнӑ алли тӗллесе пеме пултараймарӗ, вара пуля хирелле вӗҫсе сирпӗнчӗ. Ҫав участокра урлӑ та пирлӗ ҫӳресе хӑтлансан, капитан хӑй мӗн шухӑшланине пӑрахма шут тытнӑ пулмалла. — Ҫынсемпе мӗнле? — хушса хучӗ Лбов. Анчах — ун чух та Шуйттана улталанӑ! Вара мӗн пулнӑ тетӗн-ши эсӗ: ҫав ҫӗрех атте, ӳсӗрскер, аслӑк ҫинче ҫывӑрса выртнӑ ҫӗртен йӑванса аннӑ та аллине хуҫса пӑрахнӑ. Тискер кайӑксен йӑлисемпе пурӑнакан ытти дикарьсем пекех, вӗсем тыткӑна илнӗ европеецсем ҫине ҫавӑрӑнса та пӑхмарӗҫ. Ун хыҫӗнчен пӗр утӑм юлмасӑр боксёрӑнни пек тачка мӑйлӑ мӑнтӑр проводник пырать, проводник ҫинче пӗр пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк кӗлетки ӳкернӗ шутсӑр нумай шултӑра йӑс тӳмесем. — Са-аланӑр! — ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрчӗ пӗчӗк офицер, шурӑ хӗҫӗпе сулкаласа. — Ӑҫта тӗл пултӑр вара эсир хӑвӑр асӑнакан хӗрарӑма? — Эсӗ пӗлме кирлӗ! — тата тепӗр хут хӑрлатса илчӗ Квейс. — Кам ҫапла ҫӗлӗк хывмасӑр апат ҫитӗр? Вӑл ҫутҫанталӑка мӗнле килӗштермелле маррине ӑнланма тӑрӑшнӑ пек йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Вутсыппипе вутсыппи те — пурте пӗр пек мар: пӗри — туратлӑ, тепри — яка; кунта ак пурне те, савапа саваласах, пӗр сӑнлӑ тӑвасшӑн… Эпир ҫыран хӗррине чупса ҫитрӗмӗр те, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, пирӗн ватӑ карап куҫран ҫухалнӑ. Тепӗр майлӑ та пулма пултарать: хӗл варринче сасартӑк ӑшӑтса ярать, урамсем тӑрӑх шыв юхма тытӑнать, катоксем ирӗлеҫҫӗ, — ҫак ӑшӑ ҫил пирӗн пата кӑнтӑр енчен ҫапла вӑхӑтлӑха ҫуркунне илсе килет. Вӗсем ҫинелле пӑхма хӑрарӗ вӑл, анчах пӑхмасӑр та иртме пултараймарӗ: вилӗм ҫав тери хӑватлӑ та хӗрхенӳсӗр иккенне вӑл пӗрремӗш хут курчӗ. Эпӗ вӗсем приказчикпа иккӗшӗ хуҫанне вӑрланине пӗлеттӗм: вӗсем кӑмака труби ӑшне пӗр мӑшӑр ботинка е туфли пытаратчӗҫ, кайран, магазинтан тухнӑ чухне, ӑна пальто ҫаннисем ӑшне пытарса тухатчӗҫ. Кӑна хирӗҫ мӗлке пӳрнине тутисем патне тытрӗ, вӑл кунпа ан шарла тесе тархасланине пӗлтересшӗн пулчӗ курӑнать. Килӗшнӗ пулмалла ҫав. Авланни виҫ кун ҫитмен, тухса та кайнӑ… — Кам пӗлет, сан вырӑнта, тен, эпӗ те ҫавӑн пекех хаяр пулнӑ пулӑттӑм. Унӑн вӗренмелле. Павел Петрович пӗчченех юлчӗ те, йӗри-тавра питӗ тинкерсе пӑхса илчӗ. Салтакра, хуть чи-чи пӗчӗк кӑна пулсан та, укҫасӑр пурӑнма питӗ йывӑр: ни чей, ни сахӑр ҫук, супӑнне те пулсан илейместӗн, вӑхӑтран вӑхӑта взводпа отделени командирӗсене салтаксен буфетӗнче ҫутӑ эрехпе хӑналамалла-ха тата, салтак шалӑвӗ вара пӗтӗмпех — уйӑхне ҫирӗм икӗ пус ҫурӑ — ҫав начальствӑна парнесем кӳнӗ ҫӗре кайса пырать. Сирӗн сӑмахӑр… — Тӑрӑр! Сасартӑк Клюбер господин ура ҫине тӑчӗ, шлепкине тӑхӑнса ытла хытах мар, анчах хӑй хисеплӗ ҫын иккенне палӑртмалла: «курман-илтмен чӑрсӑрлӑх!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те, ҫавӑнтах ҫирӗп сасӑпа кельнера хӑй патне чӗнсе халех укҫа илме хушрӗ… Ҫулӑм ӑшӗнче чӗрӗ туратсем шатӑртатса, нӑйлатса выртрӗҫ. Ӑшӑннӑ сывлӑш хумӗ пӑлхатса янӑ йывӑҫ ҫулҫисем пӑшӑлтатса, кӑштӑртатса тӑчӗҫ. Апрелӗн ЗО-мӗшӗнче ҫав тери хытӑ ыратнине вӑл йынӑшса янӑ, илтӗни-илтӗнми: «Турӑҫӑм! Турӑҫӑм!» — тесе пӑшӑлтатнӑ та каллех тӑнне ҫухатнӑ. Уйӑх ҫути ҫап ҫутӑ. Ку хутӗнче Ерофей Кузьмич пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ; ҫавӑнпа та Андрее вӑл кӗреҫе ҫине тайӑнса, ҫиллине аран ҫеҫ шӑнарса шӑтӑкран пӑхкаласа тӑнӑн туйӑнчӗ. — Вӑл сасартӑк ун еннелле ҫаврӑнса хаяррӑн пӑхрӗ. — Манӑн нихҫан та туссем пулман… Унта вӑл икӗ рет тӑсӑлса кайнӑ крючниксем вӗрен вӗҫҫӗн пӑрахут трюмӗнчен тем пысӑкӑш пичкесем кӑларнине курнӑ. Ҫапла виҫӗ талӑк иртнӗ. Вӑл янахне тап-таса хырса ячӗ, пуҫне ҫурӗ, таса кӗпе, Марина Пояркова упӑшкинчен юлнӑ пустав шӑлавар тӑхӑнчӗ, атти ҫине нумайччен сурчӗ, унтан ӑна кивӗ шинель таткипе пит тирпейлӗ тасатрӗ. Эпӗ, чӑн та, тӑтӑм, Лех подполковник хӑйне вырӑна лартичченех тӑтӑм вара ун умӗнче ҫакнашкал, сурчӑкпа вараласа пӗтернӗ евӗр. Чирлӗ ҫын сываласси хӑйсенчен килменнипе, вӗсем чирлӗ ҫынна хуть хӑш вӑхӑтра та эмел парса вӗлерме пултараҫҫӗ. Ӑна йӑтса кайрӗҫ. Мӗнпур рыцарьсене илем кӳрекен воинччӗ. Самантран вӗсем тата нумайӑн йӑтӑнса тухрӗҫ, сип-симӗс вӑрмантан майӗпе шуса тухса, ҫулсем, айлӑмсем тӑрӑх пычӗҫ. Тепӗр чухне ачана хӑй кӑкӑрӗпе ӗмӗртсе усракан хӗрарӑм унӑн амӑшӗ пулма тӑван амӑшӗнчен те ытларах тивӗҫлӗ пулать пек, вӗрентсе ӳстерекен те хӑй пӑхса ҫитӗнтерекен ачан ашшӗ пулма ачан тӑван ашшӗнчен те пысӑкрах тивӗҫ пур. Кунта ӑс нумай кирлӗ мар, анчах шултра пуҫаруллӑ ҫынна анлӑн ҫаврӑнма вырӑн ҫук… Кусем пурте сӑмахсем кӑна вӗт. Кунта та ҫавах. Вунпиллӗк-и? Ҫирӗм-и? Турӑ курать, Сид мистер! Хуҫасем ман аҫа ҫурине кӳрентермеллех астуса пӑхатчӗҫ, ҫине тӑрсах ӑна пӗр-пӗр эмелпе эмелленсе пӑхма канаш паратчӗҫ, анчах куҫ хысӗнче унтан кулатчӗҫ. — Тырӑ, ҫапла? «Аслӑ Миссури» ятлӑ пӑрахут пулнӑскер хӗвел ҫинче тарласа, тӑрӑшса ӗҫленӗ хушӑра ӗҫрен тухнӑ художникӗ сулхӑнра, пичке ҫинче, урине сулласа ларчӗ, улма чӑмларӗ, айвансене тытмашкӑн хатӗрленчӗ. — Таврӑнатӑр? Ҫав пархатарлӑ ҫын хӑй чунӗнче ӑна айӑпа хурсах вилет; вӑрҫа та вилес тенӗ ӗмӗтпех кӗрет-ҫке, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамасть вӑл, тесе шухӑшларӗ Рада. Ку михӗ тӗпне шуйттан хутланса выртнӑ-мӗн. — Николай Еремеич улпут майри патӗнче, — терӗ ӑна хирӗҫ кассир. — Сестра пулма? — Крепоҫра ротӑпа пӗр вунӑ ҫул хушши тӑрсаттӑм эпӗ унта, Чуллӑ каҫма патӗнче, пӗлетӗр пулӗ? Унтан эпӗ Блефуску императорӗ хама панӑ ылтӑна, его величествӑн портретне тата ытти тӗлӗнмелли япаласене кӑтартрӑм. — Кала-ха тархасшӑн, Касьян, — тесе сӑмах пуҫларӑм эпӗ, унӑн кӑшт хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса, — эсӗ мӗнпе услам туса пурӑнатӑн-ха? Ҫавӑн хыҫҫӑн темиҫе ҫул иртсен, тепӗр пит чаплӑ тинӗс ҫӳревҫи Фернан Магеллан хӑйӗн эскадрипе тӗнче тавра пӗрремӗш хут ҫаврӑнса килнӗ. — Ну, астӑвӑр ҫав! — терӗ те Игнат, ӑнӑҫлӑн кулса илсе, лӑпланчӗ. Тӑвӑллӑ каҫсенче, ҫил пирӗн ҫуртӑн тӑватӑ кӗтессине те кисрентернӗ чухне, тинӗс хумӗсем ҫӳлти скаласем патне ҫитсе уланӑ чухне, вӑл мана тӗлӗкре хӑрушшӑн та пин усал пек пин тӗслӗ те курӑнатчӗ. — Аван-и, Айртон, — терӗ Грант. — Эсир-и, капитан, — терӗ Айртон, пӗрре те тӗлӗнмесӗр. Пусма тӑрӑх хӑпарса ҫитсен, запорожецсем пӗрремӗш зала иртрӗҫ. Протодиакон ҫав вӑхӑтра, пуҫне ухса:— Ҫа-акӑ ҫурта тӑ-ӑваканӑн… ячӗ ӗ-ӗм-ӗр? ю-у-ул-тӑр! — тесе мӗкӗрнӗ. — Эсир пӗр сӑмах та чӗнмерӗр пулас. — Вара мӗнле? — ыйтрӗҫ ҫамрӑксем хавхалансах. — Ну, кай ӗнтӗ, санӑн вӑраннӑ авӑ, илтетӗн-и — таплаттарса ҫӳрет, — терӗ амӑшӗ, куҫӗсене хупса. Мӗншӗн-ха эпӗ ӑна тепӗр хут авӑрламан? Манӑн вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ-ҫке! Мана никам та курмарӗ, эпӗ ҫулпа утрӑм. Унтан вара, темшӗн, Яшшӑн ҫара пуҫ чашкине, пылчӑк сирпӗтсе вараланса пӗтнӗскере, хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе хыпашласа пӑхрӗ те такама темскер тума хушрӗ. Давыдовӑн пӑтранчӑк куҫӗсем усаллӑн ҫуталкалама пуҫланине асӑрхасан кӑна Разметнов сӑмаха урӑх енне пӑрчӗ, салхуллӑн анаслакаласа, утӑ ҫулас пирки калаҫма тапратрӗ, куҫ хӑрпӑкӗсене усса, юри ыйхӑланӑ пек пӑхкаларӗ, — анчах йӑскӑн куллине шупка мӑйӑхӗ айне пытараймарӗ, те пытарма та шутламарӗ. Кунта иртсе ҫӳрекен автомобильсем кӑшкӑртни, ҫынсем каллӗ-маллӗ утни, шавласа калаҫни хупласа илчӗ. Квакин хӳмен икӗ хӑмине аяккалла сирчӗ те шалалла хӗсӗнсе кӗчӗ. Пӑтине вӑл малтанах кӑларса хунӑ-мӗн. Акӑ эсир Макарпа сиккипе пурӑнатӑр, кӑнтӑрла та, ҫӗрле те сире канӑҫ ҫук, ыттисене те канӑҫ памастӑр, ҫавӑнпа сирӗн, чи харсӑр та йӑрӑ ҫынсен, пӗр чарӑнмасӑр шыв турттармалла; шывсӑр пушар сӳнтереймӗн, ҫапла-и? — Кам илсе ҫитернӗ! — савӑнса та пӑлханса ӳкрӗ хӗрарӑм. — Петици парсан нимӗнле сиен те пулас ҫук, тесе шухӑшлатӑп эпӗ, Грассини ҫав петицие ҫырсан, эпӗ ун ҫине хаваслансах алӑ пусӑп. Мӗнле усӑллӑ унта пулни! — Говэн! — терӗ вӑл тепӗр хут. Кунцово ҫывӑхне куҫса килнӗ хыҫҫӑнхи малтанхи икӗ эрне хушшинче Инсаров Стаховсем патӗнче тӑватӑ е пилӗк хутран ытла пулмарӗ; Анчах текех ӗнтӗ ялсем тӑрӑх хӑнана ҫӳреймест, хуларах тӗрлӗ ҫынсем патӗнче ҫӗр каҫса ирттерет, ытларах вӑл хӑйне сӑмсинчен чиртме юратакансем патӗнче пурӑнкалать. Лось шӑл ыратнӑ чухнехилле кӑшкӑркалать. — Сӑмахран, кӗҫӗр каҫхине эсӗ пӗрмаях: «Юн, юн, авӑ мӗн вӑл!» — тесе выртрӑн. — Вӑл ӗлӗк-авалтанах, Ла-Турга тапӑннӑ вӑхӑтсенченех, юлнӑ. Нимӗн те калаймастӑп эп сан ҫинчен… Каютӑра вырӑн йышӑнсанах хӗрарӑм палуба ҫине тухрӗ, анчах ӑна ҫил чутах ҫапса ӳкеретчӗ, ҫавна пула вӑл хӑвӑрт каялла кӗчӗ. Ҫиллес те хаяр сӑнлӑ-мӗн вӑл. Ӗҫсене пӗтерсен, хура кураксем йӑран ҫине ларнӑ пек, стойка ҫумне ларатчӗҫ, кулаҫпа та сахӑрпа чей ӗҫетчӗҫ, никониансен чиркӗвӗ хӗсӗрлени ҫинчен пӗр-пӗрне каласа кӑтартатчӗҫ: унта — ухтарса хӑтланнӑ, турра кӗлтумалли кӗнекесене пуҫтарса илнӗ; кунта — полици кӗлтумалли ҫурта хупнӑ та унӑн хуҫисене 103-мӗш статья тӑрӑх суда панӑ. Маншӑн отрицани тӑвасси кӑмӑла каять, — манӑн пуҫ мимми ҫавӑн пек пулнӑ та, ӗҫӗ те пӗтнӗ! Ҫапла вара ача пӑхакан Симурден ачан пӗртен-пӗр хуҫи пулса тӑнӑ. Эпӗ вилсен пӗтӗмпех ҫаврӑнса ӳкмелле. Вӑл ковёр ҫине, Джемма ури ҫумне выртрӗ те, кресло ҫине таянса, унӑн куҫӗнчен пӑхрӗ. Павел, пӑшал ҫине выртса, туртса илме памарӗ. Тепӗр самантран Пӑван кровать ҫинчен сиксе тӑрса:— Ҫук, эпӗ тӳсес ҫук ҫакна! Ахаль калаҫмаҫҫӗ ҫав: «Ватӑ йытта ҫӗнӗ йӑлана хӑнӑхтарас ҫук», — тесе. Ытах та, калӑпӑр, вӑл сан хреснай йӑмӑку тетпӗр пулсан, ӑна, епле те пулсан, майлаштарӑпӑр. Аркадий ӑна ҫавӑнтах тивертсе ячӗ те, хӑй тавра ҫав тери хаяр йӳҫӗллӗ хӗрсе пирчӗхнӗ табак шӑрши сарчӗ. Николай Петрович, ҫуралнӑранпа та табак туртса курманскер, ирӗксӗрех, ывӑлне кӳрентерес мар тесе, палӑртмасӑр пулин те тепӗр енне пӑрӑнса ларчӗ. Юрату, ҫилӗ-тарӑху тата юн чулӗ ку. Ун пуҫне сасартӑк Шурочкӑна инҫетрен, пӳлӗм стени витӗр, хайне илттерес те ӑнлантарас шут кӗрсе кайрӗ. Мӗншӗн? — Юрӗ… тепӗр хут та килме пулать… Ҫак йӗри-тавра хупӑрланӑ хура пӗлӗтлӗ юр капламӗсен хыҫӗнче ҫуртсем пуррине ӑспа ҫеҫ тавҫӑрса илме пулать, вӗсенчен пӗринче, пиллӗкмӗш урамра, ҫиччӗмӗш ҫуртра, манӑн Катя тимӗр сухарисене (доктор галечӗсене) эпӗ каланӑ пек камин ҫине ӑшӑтма хурать. Е унта ху валли тӗкне касса янӑ путене ами тупрӑн-и? Вӑл хӑйӗн тӑкакланман телей нумай юлнине, эхер ҫав телейпе карт ваййинче тек усӑ курмасан, унпа пурнӑҫра ӑнӑҫусем тумашкӑн усӑ курма май пуррине туйнӑ. Тӑватӑ ураллӑ Синопа ачана ҫыртма та пӗлмен, мӗншӗн тесен вӑл питӗ пӗчӗккӗ пулнӑ, вӑл ҫынран хӑрама та пӗлмен. Эпӗ вӑл пурӑнӑҫа вутпа ҫунтарса яма шут тытрӑм. Фома шухӑша кайнӑ: аван пулӗччӗ ҫакӑн пек, ырӑ юлташсемпе харӑс тӑрса, савӑнӑҫлӑ юрӑ ҫеммипе ӗҫлеме, ӗшеннӗ хыҫҫӑн — пӗр стакан ҫуттине ӗҫме, самӑр та шухӑ эртел матки хатӗрленӗ ҫуллӑ купӑста яшкине ҫиме… — тенӗ вӑл. Ҫамрӑк ҫынсем савӑнса пурӑннине курса, вӗсем ҫакнашкал савӑнӑҫпа нихҫан та киленме пултарайманнишӗн пӑшӑрханса кулянаҫҫӗ. Вилесем пытарнине курсан, вӗсем хӑйсем леш тӗнчене нихҫан те лекме пултарайманнишӗн хуйхӑраҫҫӗ. Кусемпе калаҫӑва ҫыхланнӑшӑн Банник пӑшӑрханса та илчӗ. Пӗрисем — тӑрӑхласа калаҫаканскерсем, кулманскерсем пулчӗҫ, теприсем — хаваслӑ, ҫамрӑклӑх вӑйӗпе ҫиҫсе тӑраканскерсем, виҫҫӗмӗшсем — ялан шухӑша кайнӑ пек лӑпкӑскерсем, — амӑшне вӗсем пурте ӗҫре ҫине тӑракан, ӗҫе ӗненекен пӗрешкел ҫынсем пек курӑнчӗҫ; кашнин хӑйӗн сӑнӗ пулсан та — уншӑн пурте пӗрешкелтерех сӑн-питлӗ пек туйӑнчӗ: пурин те ырхан, лӑпкӑ та ӗҫе пикенсе тума хатӗр уҫӑ сӑн, хура куҫӗсем Эммауса каякан Христос куҫӗсем пек тарӑннӑн, ӑшшӑн та ҫирӗппӗн пӑхаҫҫӗ. Унӑн аллисем чӗтреҫҫӗ, вӑл хӗрарӑм ури ҫумне хуллен кӑна сӗртӗнкелет, урине хуҫса пӑрахасран хӑрать темелле, лешӗн ури вара — тачкаскер, ҫӑварне аялалла туса тытнӑ кӗленче пек туйӑнать. — Пӗр-пӗр муклашка лартса ярсан, лайӑхрах ӗнтӗ: вӑл хӑвӑн айӑнта ниҫталла та каяс ҫуккине пӗлсех ларатӑн. Ҫав вырӑнта пурнакан фельдшерица, куҫлӑх тӑхӑннӑ типшӗмрех кӑна карчӑк, калаҫа-калаҫа хӑй умне тухса тӑрсан, вӑл унтан:— Ну-с, чӗркуҫҫине ампутациленӗ ҫӗрте пулма тӳрӗ килнӗ-и сире? — тесе ыйтрӗ. Темӗнле пултаруллӑхпа вӑр-вар ҫаврӑнса вӑл пӳлӗмри пур пек сӗтел-пукансене самантрах майлаштарса лартрӗ: ытлашши сӗтеле илсе тухрӗ, операци тумаллине пӳлӗм варрине, ҫакӑнса тӑракан лампа тӗлне куҫарчӗ. Пӗтӗм поселокри лампӑсене пуҫтарса килме хушрӗ вӑл, «анчах тӗтӗмлекеннисене мар». Лампӑсене стена ҫумне ҫака-ҫака тухрӗ, пӳлӗм Ваноканра халиччен пулман ҫутӑпа ҫуталса кайрӗ. Вӑл куҫхаршисене ҫӗклеме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, типшӗмрех фельдшерица алшӑлли ҫӗклесе те кӗчӗ. Алшӑллийӗ тухтӑршӑн тасах туйӑнман курнать, мӗншӗн тесен эпӗ, фельдшерица кухньӑна тухсан, тухтӑр пекех хаяр сасӑпа ҫакӑн пек каланине илтрӗм:— Эсир мӗскер, ырӑ ҫыннӑмсем, мана тупӑка чикесшӗн-и? — терӗ вӑл. Анчах та ӑна никам та тупӑка чикесшӗн мар. Пурте чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳрерӗҫ, тухтӑра «вӑл» тесе чӗнчӗҫ. Тухтӑр вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫынсене пӗр-пӗр ӗҫ хушса, ҫур сехет хушши аллине супӑньпе, щеткӑпа сӑтӑрчӗ. Унтан, шӑлӑнмасӑр-тумасӑрах, чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗме кӗчӗ, урисене, аллисене сарса ярса чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Пурте, туратсем хушшинчен тинкерсе, сывлама чарӑнса тӑчӗҫ. Аякра, икӗ енне те карта тытса тухнӑ тӑвӑр ҫулпа пыракан юланутсене тата темскер тиенӗ лава уйӑрса илме пулать. Пурте вӗсем кунталла килеҫҫӗ. Вӗтӗ йывӑҫсем хушшипе Демидов вӗҫтерсе пырать. Вӗсене ан хӑраттӑр тесе, эпӗ ӑна хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗ патне ҫитиех ӑсатрӑм та тумланичченех кӗтсе тӑтӑм. * * * Пилӗк кун иртсен Мартини Форли хулине ҫывхарса пынӑ. Анчах эсир пӗтӗмпе те пӗр аскӑнлӑхшӑн, лапӑрчӑк ятшӑн ҫеҫ турӑр. — Эпӗ ӑшша юрататӑп. Ку вӑрҫӑ — хула ҫыннисемпе хресченсен вӑрҫи. Василий Иванович хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑнчӗ. «Мӗскен пуҫ, мӗн тума килтӗн вара эсӗ кунта?» Анчах вӗҫев пур пӗрех ҫав тери вирхӗнӳллӗ, — аппарат сийӗ хӗрсех ҫитрӗ, резина витӗ вӗресе пӑсланать, тир-сӑран тӗтӗмпе йӑсӑрланать. Ҫакӑн пирки час-часах тавлашни, усаллӑн вӑрҫни илтӗнет. Ҫакӑн пек чухне ун пеккисене шӑпах кӗтмен ҫӗртен тытмалла. — Ну, тусӑм, тӑрӑш! — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл лашана, анчах лаши тилхепене туртнине пӑхман, утса кӑна пынӑ. Вӑл халь портретсене ӳкерес мар тенӗ ҫӗртен кӑна ӳкерчӗ, сӑн-пичӗсене ҫеҫ хӑй тукаларӗ, кӗлеткисене тума хӑйӗн ученикӗсене пачӗ. Пичче чарӑнса канма паллӑ пачӗ. Унтан вара, пӗтӗм халӑх траншейӑна кӗрсе кайса салтаксемпе хутшӑнса кайсан, тыткӑна лекнисене те, салтакӗсене те гранатӑсемпе пере-пере, полк оборони ӑшнелле татса кӗме пултаратпӑр, теҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем. Шубин тутине ҫыртрӗ. Ҫавӑн пек чӗркуҫҫи ҫинче те алӑ ҫинче шуса ҫул ҫӳресси, ӑраснах тата хӑрах алӑсӑр е урасӑр пулса шуса ҫӳресси ҫӑмӑл мар ҫав. Кӗнекесем ҫинчен, стихсем ҫинчен сӑмахлатчӗҫ, — ҫавӑ вара маншӑн та ҫывӑх, ӑнланмаллаччӗ; эпӗ вӗсенчен пуринчен те нумайтарах вулаттӑм. Ҫапла ӗнтӗ, ку ҫӗршывра эпӗ лӑпкӑн та телейлӗ пурӑнтӑм, ҫавна пула ҫак илемлӗ ҫӗршывра манӑн хамӑн пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех пурӑнас кӑмӑл та пурччӗ. Нагульнов, чӗрнисене сӗтел виттине тӑрӑнтарнӑ та, хурчка хӑй пусса антарнӑ кайӑка тытса тӑнӑ пек, ӑна ҫатӑрласа тытса тӑрать. Вӑл ман ҫине халиччен курман пек пӑхса илчӗ. Роберчӗ темиҫе мӑшӑр хильгуэрос ятлӑ симӗс-сарӑ тӗслӗ те ҫиме питӗ тутлӑ пӗчӗк кайӑксем тытнишӗн хавасланать. Ҫапах та жидсем кунпа усӑ курса пурне те пӗлнӗ: запорожецсем ӑҫта тата мӗншӗн кайнине те, ҫap начальникӗсем камсем пулнине те, мӗнле куреньсем кайнине тата вӗсен йышӗ мӗн чухлӗ пулнине те, пӗр сӑмахпа каласан, темиҫе минутран хулара мӗн пуррине йӑлтах пӗлсе тӑнӑ. Мӗн чухлӗ вӑхӑт хускалмасӑр, тӑна кӗмесӗр выртнине Алексей пӗлеймерӗ. — Пире-и? — тӗлӗнсе карӗ лешӗ. Ҫын сулахаялла утрӗ, утнӑ май вӑл тылла пуҫҫисем ҫинче ҫитӗнекен шывлӑ ҫырласене татас тесе, вӑхӑтран-вӑхӑта пӗкӗрӗлкелесе пычӗ. Тепӗр каҫ эпир урамран кӗмелли алӑк ҫине ӳкерчӗк кайса ҫакрӑмӑр, Том ӑна юнпа ӳкерчӗ: пуҫ купташки тата хӗреслесе хунӑ икӗ шӑмӑ; тепӗр каҫ тупӑк ӳкерсе кухня алӑкӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хутӑмӑр. Хама вӗлерме тӑнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама пит те начар хаклакан пултӑм, хама эпӗ нимӗне тӑман ҫын пек, такам умӗнче айӑпа кӗнӗ пек туяттӑм, мана пурӑнма та намӑсчӗ. Каҫ пулса ларичченех вӑл мана лавкари таварсен хакӗсемпе паллаштарчӗ, ҫав хушӑрах каласа та кӑтартрӗ: — Эпӗ салари тата икӗ лавкаҫӑран йӳнӗрех сутатӑп, паллах, вӗсене ку кӑмӑла каймасть. — Эсир миҫе ҫултине манран ыйтас пулсассӑн, — терӗ унӑн кӳрши, — вунвиҫҫӗпе ҫирӗм виҫҫӗ хушшинче тесе чылаях иккӗленсе тӑнӑ пулӑттӑм. Амӑшӗ ҫакна хӑйӗн ҫурри хупӑннӑ куҫӗпе курса выртрӗ, Софья уншӑн тӑрӑшнишӗн хӗпӗртерӗ вӑл. Вӗт ҫумӑр пӗрӗхтерсе тӑрать, урӑх ҫӗрсенче пулсан, ҫӗр ҫемҫелнӗ пулӗччӗ, анчах кунти типӗ сывлӑш мӗнпур нӳрре туртать, ҫавӑнпа та лагертисен йӗпенсе асапланасси пулмарӗ. Аллине Давыдовӑн йӑрӑм-йӑрӑм кӗпине тытнӑ халлӗн ӑна стана пыма аван мар пулчӗ: кун пирки ҫынсем нумай сӑмах-юмах ҫапма, шӳт тума пултарнӑ… Хулари йывӑҫсене пурте, килти чечексене пӑхнӑ пекех, шӑварнӑ, тӑррисене касса тикӗслесе тӑнӑ. Анчах кунта унсӑр пуҫне те хӗрӗ кӑшкӑрнине никам та илтмен; таҫта инҫетре пӗр йытӑ ҫеҫ улать. Павел ӑна кула-кула:— Тӗрмене лекетӗн эсӗ, анне! — терӗ. — Ӑна вара кашниех тума пултарать-и? Унӑн ҫав кӑвак сухаллӑ вӗҫкӗнчӗк ҫине сиксе ӳксе, унӑн карланкине ҫыртса татасси килчӗ. Тен санӑн пилӗк-ултӑ е ҫичӗ кун хушши типӗ тытма тивӗ. Ҫӳҫӗ арпашса пӗтнӗ, унта тӑпра тулса ларнӑ, пит-куҫӗ ҫине тар хӑрӑмӗ ларнӑ, хырайман сулахай питҫӑмарти тӑрӑх юн юхать. Чаплӑ кӗлӗ юрри, хум пекех хумханса, таврана сарӑлать. — Ҫук, манран пулмасть! Малтанхи вӑхӑтра мана округа, Дончекана, сӗтӗркелерӗҫ, темле майпа хӑтӑлкаларӑм, учительте ӗҫлеме тытӑнтӑм. — Мӗн? Вӑл чӑтӑмлӑ ҫамрӑк пек, вӗренекен ҫын пек ӗҫлесе ларчӗ. Болгалам гальбет постне йышӑнса тӑнӑ, урӑхла каласан, король флочӗн адмиралӗ пулнӑ, император умӗнче пит шанчӑклӑ пулнӑ, хӑйӗн ӗҫне пит лайӑх пӗлнӗ, анчах кӑмӑлӗ унӑн тискер те кӑра пулнӑ. Тепрехинче, вилӗм мана кашни сехетре, кашни минутра кӗтнине сасартӑк аса илтӗм те, паянхи кун ырлӑхӗпе усӑ куракан тата малашнехи ҫинчен шутламан этем кӑна телейлӗ пулма пултарать, текен шухӑш патне пырса тухрӑм, ҫакна ҫынсем епле халиччен те ӑнланманнине ниепле тавҫӑраймарӑм, — вара ҫав шухӑша пула, виҫӗ кун хушши уроксене вӗренмерӗм, юлашки укҫапа туяннӑ мӗнле те пулин романа вырӑн ҫинче выртса вуланипе тата ҫӑка хӑвӑлӗн пылӗпе пӗҫернӗ пӗремӗксем ҫисе реххетлентӗм. Ку эсир манран илтекен юлашки ырӑ сӑмахӑм. Пӗлетӗп эпӗ, анчах вӑл кӗпе сана чӗрӗк сехетлӗхе кӑна кирлӗ, ятсӑр ҫырӑва илсе кайса алӑк айне чиксе хӑвариччен. Фронт тӑрӑх васкамасӑр иртсе пынӑ май, вӑл салтаксен пичӗсене сӑнавлӑн тишкерсе, уйрӑм кӑсӑклӑхпа питӗ тимлӗн пӑхса тухрӗ те, унӑн йывӑр, тӑртанчӑк хупанкасем айӗнчи ӑслӑ куҫӗсенче вара куҫлӑх витӗр ӑшӑ та кӑмӑллӑ кулӑ ҫемҫен ҫуталса кайрӗ. Кӗмӗл ним курӑнмалла мар пултӑр тесе, купсасенни ҫине темӗн чухлӗ ылтӑн укҫа купаласа хума каланӑ вара вӑл хыснаҫӑ Адонирама. Ак ман сӑмахӑм сире, тӳрӗ тӗн ҫыннисем! Анчах та йыттине, ҫул ҫинчех йӗрсем ҫине чупса кӗрекенскерне, чарса тӑма нимӗнле те май пулмарӗ, вара Оленин татах икӗ фазан вӗлерчӗ, вӗсене шыраса чӑрманнӑ май вӑл ӗнерхи вырӑна кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫеҫ паллама пуҫларӗ. Ягуарсем кӑвайт ҫунтарнипе тата пӑшал пенисемпе хӳтӗленсе тӑракан алӑкран кӗреймерӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем рамада тавра ӗрӗхтерсе кайрӗҫ те, унӑн тӗкмисене тепӗр пуҫӗнчен ҫӗмӗрме пуҫларӗҫ. — Ав мӗнле! — Джордж, юратнӑ тусӑм, сана тепӗр самантчен кӗтме тивет. Телею хӑвӑн, эпӗ санӑн усал енӳсене, астумастӑп-ха. — Голышев тата эсир хӑвӑр та фронтра хӑҫантанпа ҫапӑҫни маншӑн пурпӗрех, паян кӑна килнӗ пултӑр. Тӑваттӑмӗшӗ, ҫухи ҫине ылттӑн кантра ҫӗленӗскер, хӑйсем ҫине сиккипе пынине курсан, маузер тытса аллине малалла тӑсса ячӗ. Хамӑрӑн ӗненӗве пӑсмасӑр юнашар пыма пирӗн никам та ҫук, ҫавӑнпа та эпир пӗчӗк ҫӗнтерӳсемшӗн мар, чӑн-чӑн татӑклӑ ҫӗнтерӳ тӑвассишӗн кӑна тӑрӑшмаллине нихҫан та манмалла мар. Марья Николаевна Санин патне пырса тӑчӗ… епле пулнӑ-ши ун утти! — Хӑш-пӗр айвансем, ӗлӗк-авалхи вӑхӑтсенче пӗр ҫакӑн пек утнине курсан та ухмаха тухнӑ ҫав! — Аттисене те пулин хывӑр-ха уринчен, — тесе каласшӑн пулчӗ ӑна Санин. Гарри Грант пурпӗрех парӑнса тӑмарӗ. — Этемсем вӗсем — сыснасем, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, — тет те Ситанов, ҫавӑнтах мана йӑпатма пуҫлать: — Ним те мар, Максимыч, лайӑххисем те пур, пур-ҫке! — тет. Унта эсир пӗлӳлӗхпе пӗлӳсӗрлӗх хушшинче мӗнле кӗрешӳсем пулни ҫинчен, астрономи наукинчи паттӑр ҫынсемпе асап курнӑ ҫынсем чӑнлӑха пӗлесшӗн тата ҫав чӑнлӑха ҫынсем хушшине сарасшӑн хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр ӗҫлени ҫинчен вуласа тухӑр. — Списки пур манӑн, Александр Анисимыч. Хорь чӑн-чӑн пурнӑҫа ӑнланса илнӗ, урӑхла каласан: ҫурт лартнӑ, укҫа пухнӑ, улпутпа тата ытти влаҫсемпе те килӗштерсе пурӑнать; Акӑ службӑ та пӗтрӗ. Художник ҫакна туйса илчӗ, вӑл ӑна туйса, хӑй курса тӑчӗ! — Фермӑра пурӑнакансем хирӗҫ тӑрса кӗрешрӗҫ пулӗ-ха? Кайран вара вӑл — те тӗттӗме хӑнӑхса ҫитрӗ, те курнӑ пек кӑна туйӑнчӗ-ши — чӳрече патӗнчи кӗтесре пӗр ҫын ниҫталла хускалмасӑр тӑнине курах кайрӗ. — А Аким юлташ кунта пурӑнать-и е вӑл та кайнӑ? Аванмарланни тата именӳ туйӑмӗ иртсе кайсан, Давыдов ҫилленерех калаҫма пуҫларӗ: — Эсӗ мана Островнов вӑл ӗҫе хутшӑнни ҫинчен доказательствӑсем пар. Ҫак хастар хӗрарӑм ытти кунхинчен те шухӑшлӑрах та хурлӑхлӑрах пек туйӑнчӗ. — Ну, акӑлчан тесен, эпӗ шанса пӗтерейместӗп, — йӗрӗннипе пичӗсене пӗркелесе илчӗ майор. Пӗтӗм ҫӗр хуҫи пек! — Ну, вӑт, — ача! Сасартӑк Том хӑй кӗсйинче мӗнле ырӑ япала пуррине астуса илчӗ те ӑна васкаса туртса кӑларчӗ. Анчах тепӗр кунӗнчех Тасман шлюпкисенчен пӗри, якӑр ярса ларма авантарах вырӑн шыраса, ҫӗр ҫывӑхне пырсан, ӑна туземецсен ҫичӗ кимми ҫавӑрса илнӗ. — Ак ҫакӑнтан лектерсен вӑт — ураран, ҫӳлерехрен лектересси ҫинчен шухӑшласа илчӗ вӑл — сӗртӗнсе кӑна иртсе кайсан — ҫапах та ыратать пулмалла. Лайӑх туйӑннинчен те ытла, сэр. «Аскӑнланатӑн-и?» Чӗтрекен сулахай аллине вӑл хӗҫ тытнӑ, сылтӑммипе сӑрӑ толстовка ҫухине туртса вӗҫертет. — Ҫапӑҫу-мӗн пуҫлансан, чупмалла-ҫке-ха! — Ман юлташсем ӑна час-часах Ольгунька Орловӑпа пӗрле ҫӳренине кураҫҫӗ, анчах леш вунпиллӗке ҫеҫ кайнӑ-ха, амӑшӗ ҫук унӑн, ашшӗ — ӗҫке ярӑннӑ. Суккӑр ачашӑн вӑл хӑйӗн васкавлӑ шӑв-шавӗпе ҫеҫ пӳлӗме кӗрсе тулчӗ. Таҫта юнашарах чӑрӑш лӑсси хушшинче темскер кӑштӑртатса илчӗ, пӗр секундранах вара каска ҫумӗнчех ҫӳлелле карӑнса ларакан ҫамрӑк чӑрӑш тӑрри чӗтренсе кайрӗ. Фома ун пек чух куҫӗсене ун ҫинчен сирнӗ те, ассӑн сывласа ярса:— Миҫе хут ыйтатӑр ӗнтӗ эсир ҫакна?.. — тенӗ. Ҫыруна пӗтер. Революционер-коммунист ирсӗр выльӑх, киревсӗр ҫын пулма пултарнине ниепле те ӑнланаймастӑп, ун пек япалапа эпӗ нихӑҫан та килӗшес ҫук. Канашлу саланчӗ. Тӑват сехетре ӗҫрен тухрӑм. Ҫавӑнпа тытӑннӑ ӗҫӗн ытти енӗсем ҫинчен шухӑшласа пуҫа ҫӗмӗрмесӗр унӑн лайӑх енӗпе усӑ курса юлар». Ун пекки кӑмӑла кайнине каласа кӑтартма ҫук! Анчах авалхи йӑла пур! Халӗ вӑл йӑлӑнас та темерӗ, Европӑна каякан чи малтан тӗл пулнӑ пӑрахут ҫине систермесӗр кӗрсе кайма, унта, трюма кӗрсе, ӑҫта та пулин пытанса ларма шутларӗ. Вӑрман шавӗ ун сӗрме купӑсӗн сассине хупласа лартсан, ыттисем ӑна, американецсем пек, чашӑк шаккаса пулӑшаҫҫӗ. Пурнӑҫ йывӑр ӗҫре, шӑв-шавпа та йӗркесӗр иртсе пырать. Чи малтанах ҫурт-йӗр таврашӗ тумалла пулнӑ; часах вара ешӗл уҫланкӑра пурасем ӳсе-ӳсе ларчӗҫ, пӗтӗм лагерь турпаспа та йывӑҫ хуппипе витӗнчӗ. Эпир вара иксӗмӗр пӗрле ҫывӑхри яла пулӑшу ыйтма кайма йышӑнтӑмӑр. Вӑл хӑйӗн тусӗпе манпа пӗрле пыма, мана кӑтартса ҫӳреме, ҫак тӗлӗшпе утрав ҫине кайма пысӑках мар типтерлӗ баркас тупма пулчӗ. Саньӑна аса илтӗмӗр те эпир — сӑмах уҫмасӑр, ҫав ӑссӑр вилӗм умӗнче кулянса вӑрахчен тӑтӑмӑр. Анчах ӑна самолетпа ӑсатнӑ. Ҫакӑ тӗрӗс иккенне мана икӗ япала ҫирӗплетсе пачӗ. Ҫамрӑк та маттур козак Кобита та поляксен ҫарӗн питех те паттӑр воинӗсенчен пӗринпе ҫапӑҫма пикенчӗ, нумайччен ҫапӑҫрӗҫ вара вӗсем. Воропаевпа Корытов та тӑчӗҫ. Вӑл аллисене хыҫалалла ярса стена ҫумне таянса тӑчӗ, анчах унӑн ҫав алӑсемпе ҫапса хуҫас, тумтире ҫура-ҫура тӑкас килчӗ; сӑмахсемпе чыхӑнса, куҫҫуль кӑлармасӑр ӗсӗклесе, вӑл хӑйне итлемесӗр тӗлӗнсе кайнӑ упӑшки кӑшкӑрнине илтмесӗр калаҫрӗ, — ҫак ҫуртра вӑл ют ҫын пулни, ӑна никам та юратманни, вӑл кунта тарҫӑ пек пурӑнни ҫинчен каласа ӳпкелешрӗ. Мана, Джим, чунсемпе тӗл пулма та май тивнӗччӗ. Анчах макӑрма — намӑс, вара эпӗ Бляхин матроса палуба ҫумашкӑн пулӑшма тытӑнтӑм. Ӑҫта аркатса тӑкрӗҫ-ха? — Брюкине хӑпартӑр! — тек тӳссе тӑраймасӑр команда пачӗ военврач. — Огонь! — Пирӗн Окорок ахаль ҫын мар, — терӗ мана иккӗмӗш боцман. — Эпӗ ҫав, эпӗ. Кӑлӑхах судья, малти пӳлӗмелле пӑхса, кам та пулин унта Иван Никифоровича хыҫалтан тӗксе присутстви пӳлӗмнелле кӗме пулӑштӑр, тесе кӑшкӑрса ыйтрӗ. — Кай, Ульяна, тӳррӗнех калама пулать — турӑ пӳрни ку, — терӗ староста арӑмне шӑппӑн, вӑл хӑна хыҫҫӑн кайма иккӗленсе тӑнине курса. Англичанка йӑлтах тӑвӑлса ҫитнӗ, вӑл нимӗн те чӗнмен. Унӑн куҫӗсем тимлесех анаталла ҫул ҫине пӑхрӗҫ, ансӑр куҫхаршисем ҫиленсе пӗрӗнчӗҫ. «Палашка, чуп-ха, барина апат ҫиме чӗн. Вӑл малтан вӑранчӗ, йӗри-тавралла шиклӗн асӑрхаса Илчӗ те, часах лӑпланса, ҫаплах-ха ҫывӑракан Гаврила ҫине пӑхрӗ. Манӑн хам тӑшмана Сен-Жерома тӗп тӑвас килет». Инсаров та ыталаса илчӗ ӑна. Ҫур сехетрен Гардар ялне ҫитрӗмӗр. — Эсӗ вара карап капитанӗ пулса тӑтӑн-и? — ыйтрӗ Гаррис. Темле, пурте малтан калаҫса татӑлнӑ пекех, мӑнастирте пулса иртни ҫинчен текех нихӑшӗ те аса илмерӗ, ҫав кун пӗтӗмпех асран тухса ӳксе манӑҫа юлнӑ пек туйӑнчӗ, анчах вӑл самант суккӑрӑн чӗри варринех кӗрсе вырнаҫни пурпӗрех те паллӑ пулса юлчӗ. — Чун чӑтмасть… — ӑнлантарса пачӗ Щукарь мучи. Пӑши тирӗнчен тунӑ ҫивитти шур юр пек курӑннӑ. — Эсир мӗнле пурӑнмалли ҫинчен шухӑшлатӑр-и? — ыйтнӑ хӗрарӑм. Тахӑшӗ хӑюсӑр каласа хучӗ: — Пустуй хӑтланатӑр, мужиксем… Г-н Матье полицейски тавра пухӑнса тӑнӑ халӑх хушшинче пулнӑ, халӑх разносчике малалла утма хушнине вӑл хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ. Мыскарасем пулнӑ унта, эпӗ каласа панисенчен нумайӑшӗ, — чӑн пулнӑ фактсем. Ракетӑран тухсан кашни ҫыннӑн хӑйӗн скафандринче ӑшӑтса тӑракан батарейӑсем ӗҫлеҫҫӗ, унсӑрӑн шӑнса вилме те пулать. Хуралта тӑракан пӑшаллӑ салтак «Qui vive?» — sagte er auf einmal, эпӗ чӗнместӗп. Ҫуралнӑ кил-ҫуртра, пӗлсе тӑракан вырӑн ҫинче, юратакан алӑсем ҫӗленӗ, тен, ачашлакан ырӑ няньӑн ывӑна пӗлми аллисем тӑрӑшнипе тунӑ утиялӗ айӗнче тутлӑн ҫывӑрас кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ ӑна. Пӗрре эпӗ сухал хыракантан хырнӑ каяшне супӑнь кӑпӑкӗпе пӗрле ыйтса илтӗм те унтан чи шултра сухал пӗрчисене хӗрӗх е аллӑ туртса кӑлартӑм. Анчах Устенька лӑпланмарӗ. — Пӗтрӗмӗр эпир, шӑллӑм, пӗтрӗҫ иккен пуҫӑмӑрсем! — тесе пӑшӑлтатрӗҫ вара каярахпа чи хӗрӳллӗ пӑлхавҫӑсемех. Эпӗ сирӗн вилсе выртнӑ Дорош пиччӗре те пӗлеттӗмччӗ. — Ҫук, эрех мар. Ҫавӑнтанпа вара Техасри кӑвак пӗлӗт кӑнтӑрла та, ҫӗрле те маншӑн пӗртен-пӗр пӳрт ҫийӗ пулчӗ. Вӗсем патне, ҫӗлӗкне аллинче тытса, Самойлов ашшӗ пырса тӑчӗ. Мӗн? Ҫак сакӑрвунӑ ҫулхи старик виҫӗ пӗчӗк ачана хӑтарма ҫулӑм ӑшне кӗнине курсан, эпӗ: «Ну старик, эсӗ маттур!» тесе шухӑшларӑм. Автор унӑн кил-ҫурчӗ ҫинчен ҫырса кӑтартни. Ытла та тӗлӗнмелле пулнӑ пулӗччӗ ку!.. Вӑл халичченхи пекех ывӑлӗ ҫумӗнче (картла выляман вӑл), халичченхи пекех питҫӑмартине чышкисем ҫине хурса ларчӗ, мӗнле те пулин ҫӗнӗ апат килсе пама хушма кӑна тӑркаларӗ. — Эсӗ кунтах тӑр-ха, — пӑшӑлтатса каларӗ Саня. Ӑна кӗрсен, чӑн малтан вӑл хӑйӗн сӑмси тӑрӑх юн юхнине, пуҫӗ ыратнине туйса илчӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн пуҫӗ хытах ыратмасть-мӗн. Тӗрӗслӗх сучӗнчен ӗҫе тӗрӗс татса парасса кӗтме кирлех те мар: тӗрӗслӗх кирлех мар ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй тӗрӗслӗх сучӗ. Ытларах та калама пултаратӑп, суд тени ӗҫе тӗрӗс татса парасси ҫинчен анархист кӑна шухӑшлама пултарнӑ. Хуҫисем килте ҫук-мӗн. «Анне выртман та пуль-ха, эпӗ ӗҫрен тавӑрӑнатӑп, — тесе шухӑшларӗ те Павка васкарах утрӗ. Мӗнле ӗненӳ туянтӑм-ши эп хамшӑн? Павел час-часах ҫӗр варринче вӑранать те, унӑн лазаретри пурӑнӑҫӗ таҫта хыҫа юлнине ниепле те ӗненес килмест. — Ниме тӑман япала! — терӗ Зинаида. — Хӑвӑра, сӑмахран, авланнӑ ҫын вырӑнне хурӑр эппин, каласа парӑр, мӗнле пурӑннӑ пулӑттӑр арӑмӑрла. Теҫетник ҫенӗкре ҫакӑнса тӑракан пӗчӗкрех ҫӑрана шӑтӑртаттаркаласа коморине уҫрӗ. Анчах Андрей халь ун чухнехи пек хӑрамасть. — Тӗреклӗ, — терӗ Вялов тепӗр хут. Яланах итлесе тӑрасшӑн, сысна ҫури! Ҫакӑ е хӗрарӑм, е ача алли пулчӗ, анчах мӗнле пулсан та вӑл европеец аллиех пулчӗ. Ҫак ҫипсене император хӑйӗн кӑмӑлӗпе кама ырӑ туса палӑртас тет, ҫавсене ҫеҫ парать. Вӑл малаллах каланӑ: — Ҫук, паллах ӗнтӗ, йӗркене упраса тӑракан хуралӑн пӗчӗкҫеҫ, анчах ҫав тери хаклӑ ӗҫӗсене йышӑнмасӑр тӑма пултараймастӑп эпӗ. Куллен кун усӑ кӳреҫҫӗ вӗсем. Мӗн чухлӗ усӑ кӳмеҫҫӗ пулӗ вӗсем Парижри хастарлӑ халӑха. Ноябрӗн 11-мӗшӗ. Паян хамӑр директор кабинетӗнче лартӑм, ун валли 23 перо, хӗрӗ валли… ай! ай… ун превосходительстви валли тӑватӑ перо шӗвӗртсе хутӑм. Ҫакна пула, ҫакна илсенех, сирӗн, господин капитан, вӑраха ямасӑрах асӑннӑ тӑшмана тата самозванеца хирӗҫ тӑма тивӗҫлӗн хатӗрленме, май килсессӗн, хӑвӑра шанса панӑ крепӑҫе пырса тапӑнсассӑн, ӑна тӗппех те пӗтерме хушатӑп. Мана ку, тем, питех кӑмӑла каймарӗ. Ҫав тери ӑшӑ пулнӑран, Алексей комбинезон ҫухине вӗҫертсе ячӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ? Гленарван Паганель ҫине пӑхрӗ. Географ пынӑ ҫӗртех ҫывӑрать-мӗн. Пачах расна сывлӑш. Мсье Вольдемар, — сасартӑк хушрӗ те Зинаида урине тапрӗ, — ан пӑхӑр салхуллӑн. Унта, ахӑртнех, ҫав тери хӑватлӑ радиостанци вырнаҫтарма май пур. Анчах та Мария Гавриловна, хӑй вӗҫӗмсӗр аташса выртнӑ чух, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗ ҫинчен текех пакӑлтатнӑ. «Дункан» Горн сӑмсахӗнчен иртсен, эпир вара унталла ҫывхарса пыратпӑр. Елена амӑшӗ ҫине кӑн! пӑхса илнӗ те пӗр сӑмах та шарламан: вӑл хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне каласа кӑтартиччен хӑйне татӑк-татӑк туса ваклама ирӗк парасса туйса тӑнӑ — каллех вара ӑна хӑрушӑ та лайӑх пулса кайнӑ. Эй, кум, кум, сана каламастӑп эп, — Никифора… Картах сикрӗ, тӑпах чарӑнчӗ, йӑррӑн ҫаврӑнчӗ те маузер пускӑчне шаклаттарчӗ. Генерал кирлӗччӗ. — Миҫе сехет вара? — ыйтрӗ Санин. — Ай ҫук, — терӗ те Лена малалла утрӗ. Юлашки шухӑшӑм ман сирӗн ҫинчеччӗ, Джек ҫинче! — Ҫук, ватти ман тутлӑрах, — кӑшкӑрчӗ казак, — туртӑнакан, тапаланакан карчӑка чуптуса. — Пӑх-ха эсӗ, кӑвак хырӑм… Епле ҫурт унӑн Миргородра! — Ҫавах… Ӳкнӗ метеоритӑн юлашкисене тупма май килмен. Халӗ ӗнтӗ унпа юнашар мана ӳкерӗр! — терӗ. Кӑшт тӑхтасан, Джим калаҫма тытӑнчӗ: — Итле-ха, Гек, леш пӗчӗк пӳртре сана мар-тӑк, кама вӗлернӗ-ши? — Мӗнле апат-ҫимӗҫ? Кардиналсем тӗрмери дисциплинӑпа интересленсе, политикӑллӑ преступниксен «прависем» ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра пурӑнма йывӑр. — Вӑл чӳрече витӗр ӳкнӗ хӗвел ҫути ҫавӑн пек курӑнать, ваше преосвященство. — Майласа хума нумай вӑхӑт кирлӗ мар, — ответлерӗ ӑна Елена. Эдемпа Мельбурн хушшинче ялан ҫӳрекен карапсем ҫуккине пӗлсен, вал Эдем портӗнче тӑракан виҫӗ карап ӑҫта каяссипе интересленнӗ. Ҫук, тем тусан та килӗшес ҫук! Зли-долӑ тӑрӑхӗнчи чи ҫирӗп вырӑнсенче ҫакӑн пек кӑмӑлпа пурӑнатчӗҫ. Дмитрий уҫӑ кӑмӑллӑ та йӑваш, галстукне пуҫӗпе тӳрлетмест, вӗчӗрхенӳллӗн куҫне мӑчлаттармасть тата хӗсе-хӗсе хумасть; ӑна каласа кӑтартнӑ ырӑ шухӑшсем хама килӗшеҫҫӗ; шухӑшсем ҫавнашкал ырӑ пулнӑран, Дмитрий манпа Колпиков хушшинче пулса иртнӗ вӑтанмалли ӗҫшӗн мана йӑлтах каҫарчӗ, уншӑн манран йӗрӗнме пӑрахрӗ, пулӗ тесе шутларӑм, вара эпир нумай япаласем ҫинчен чунтан шанса калаҫрӑмӑр, унашкал япаласем ҫинчен ҫынсем пӗр-пӗрне сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ. — Ыйтмастӑп. Ывӑлӗн тантӑшӗсем пурте ӗнтӗ туйсем туса ирттернӗ. Ҫав аван кӗнекене закройщик арӑмне панӑ чухне эпӗ хама тата ҫавӑн пеккиех пама ыйтрӑм. Ку хӳшше ҫурт тесе калама хӗнтерех пулин те, вӑл ҫаплах ӗнтӗ.. — Ӑҫта каятӑн эс, тӗрӗк ашакӗ? — Мана архива панӑ пулсан та, ҫапах аслӑ ҫынсем хушшинче сӗркеленсе пӑхнӑ эпӗ, кайӑка вӗҫнинченех палласа илетӗп. Тусем хушшинчен лазутчикпа пӗрле тӑшманла чеченецсем, вӗлернӗ абрекӑн тӑванӗсем, вилен ӳтне укҫалла илме тесе килнӗ. Станицӑран казаксен пуҫлӑхӗсем килессе кӗтнӗ. Анчах ӑҫта вырнаҫтарӑн эсӗ ӑна? — Мӗнле циркач вара ку? Ухмаха ернӗскер-и? — ӑнланаймасӑр ыйтрӗ Бурназян. Чӑнах та, пит хурлӑхлӑ истори мар-и ку? Вара вӑл ӑна мӑнаҫлӑн асӑрхаттарчӗ: — Асту, эс ӑна кунтан сас пама ан шухӑшла. Ҫак юлашки ик сӑмаха Боримечка кашни пуплев хыҫҫӑн тенӗ пек кӗртсе лартать. Хӗвел горизонт патнелле анма пуҫласан, вӗсем хӑйсен киммине ҫыран хӗрринчен тӗртрӗҫ те, каялла тапранса кайрӗҫ. — Ҫук, эпӗ чӑнах калатӑп. Яхно комиссар ҫапла шутланӑ пулмалла: «Чакса пынӑ кунсенче власть пирки тавлашса хӑтланни килӗшӳллех мар», тенӗ пулмалла, ҫавӑнпа та халӗ вӑл, Волошин майорпа хирӗҫсе каяс мар тесе, уйрӑм пурӑннӑ, полкра пур чухне те палӑрсах кайман, анчах та пит кирлӗ ӗҫ туса тӑнӑ. Часах ӑна пур салтак та тенӗ пек пӗлсе ҫитсе, юратма пуҫланӑ. Вӑл мана хӗрӗ кӑвакарчӑн пек айӑпсӑрри ҫинчен те пӗлтерчӗ. Полковник хӑйӗн секундомерӗ ҫинче, ҫаврашка тӑрӑх, секундӑсене кӑтартакан хӗрлӗ стрелка малалла сиксе пынине сӑнаса тӑчӗ. Унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ кулленхи нушапа кӗрешсе иртнӗ вӑл савӑнӑҫ курман, телей пылне астивсе пӑхман — мӗншӗн вӑл вилӗмне, ирӗклӗхне, лӑпкӑлӑхне савӑнӑҫлӑн кӗтсе ан илтӗр темелле. — Анчах вӑл кӑлӑхах хӑй пирки ытла пысӑк шутлӑ! Акӑ ӗнтӗ кӗтнӗ каҫ, хамӑр тӑван килти чи юлашки каҫ ҫитрӗ. Атмосфера витӗр тухса, Ҫӗр ҫине ҫав миллиард снарядӑн пӗр пайӗ кӑна вӗҫсе ҫитет. Ҫаксене шута илсен ҫеҫ вӑл хайхи нимӗҫ те, кӗпӗрнери стряпчий те мар иккенне чухласа илме пулать-и тен, паллӑ вара, никам та мар вӑл, шуйттан ҫеҫ, унӑн ӗнтӗ тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресси те нумаях юлман, юлашки каҫ ырӑ ҫынсене ҫылӑха кӗртсе ҫӳрет. Андрей ӑнланса илчӗ: Жигалов пеме ыйтать. Агитацие анлӑрах туса пырас пулать, — рабочисем тӗрӗс калаҫаҫҫӗ, тетӗп эпӗ… Чӑнахах та вӑл тӗлӗнмелле ҫӑмӑл ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Ун пек ҫӑмӑл ыйхӑ ҫывӑхрисен калаҫӑвне ыйхӑ витӗр илтсе ҫывӑракан ачасен пулать. Пекарь, ларьтен чуста кӑларнӑ май, мана хӑйӗн савнийӗ епле чуна лӑплантарма пултарни, ывӑнма та пӗлменни ҫинчен калать, эпӗ ҫав вӑхӑтрах шухӑшласа тӑратӑп: — Малашне манпа мӗн пулать-ха ӗнтӗ? — Эсӗ, Яша, Тихона кала, беседка патӗнчи ҫамрӑк вӗренене касса пӑрахтӑр вӑл, вӗрени ӳсеймест вӑл, ҫук… Эпӗ тепӗр енне каҫса кайрӑм, вӑл ҫаплах, Энск соборӗнчи мачча ҫинчи турӑ пекех, алӑк патӗнчен, йӑсӑрланса тӑракан пӑс ӑшӗнчен, хӑпма пӗлмерӗ. Анчах пытару йӑлисене туса пӗтерменнипе дикарьсем пӗри те вырӑнтан тапранмарӗҫ. Эпӗ: «Йӗлтӗрпе кайсан лайӑхрах пулмӗ-ши?» текелесе хирӗҫлесшӗн те пултӑм, анчах та Володя хӑйӗн йыттисене илменшӗн кӑмӑлсӑр пулчӗ, вара ирӗксӗрех килӗшмелле пулчӗ. — Иван, ӑҫта халь эпир? Пичӗ халь яланхи пек хыпаланчӑк та тӑмсай санлӑ мар; йӑлтах урӑхла, вӑл лӑпкӑ, шухӑшлӑ тата мӑнаҫлӑ. Вӑл ҫут тӗнчере нимрен ытла хӑйӗн упӑшкине юратать, упӑшки те ӑна савать, уйрӑмах малтанхи вӑхӑтра хытӑ юрататчӗ, арӑмӗ хӑйне ҫеҫ мар килӗшнине курсан та хытӑ юратать. Авдотья Васильевна пурнӑҫӗн пӗртен-пӗр тӗллевӗ — упӑшки юратӑвне тивӗҫлӗ пуласси; анчах вӑл хӑйӗн юратӑвӗн мӗнпур вӑйне тата хӑйне уншӑн парнене кӳме хатӗррине кӑтартса парас шутпа ун кӑмӑлне мӗн килмест, юриех ҫавна кӑна тунӑн туйӑнать. Анчах эсир ҫакӑн ҫине ытлах ан шанӑр, хӑвӑр ӗҫе тӑвӑр. Хӑраса ӳкнӗ лакей алӑк патнелле ыткӑнчӗ. Анчах сирӗн аппарата лайӑхлатмалла, — эсир шутсӑр япӑх анса лартӑр. Ҫапла вӗҫкелесе ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл темле майпа-ҫке, ӑнсӑртран ӗнтӗ, кӑмакара чух, хӑй ҫумӗнчи сумкине (вӑрланӑ уйӑхне вӑл ҫавӑнта пытарнӑччӗ) темскертен ҫаклатрӗ те, сумка ани уҫӑлса кайрӗ. Ҫамрӑк ҫын пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ май, смотрительша ларнӑ ҫӗре кӗрсе, шӑппӑн:— Ку ҫулҫӳрекен кам вара? — тесе ыйтрӗ. Урасем ҫинчен бинтсене салтса илсен, койка ҫинче ытларах хускалма пултаракан пулсан, Алексей вӑл упражненисене кӑткӑслатрӗ. Кашни вигвамра пӗр ҫемье е хӑш чухне икӗ ҫемье пурӑннӑ, вӑтамран кашни вигвама сакӑр ҫын лекнӗ. Томпа ун юлташӗсем Казондерен Пысӑк кӳлӗсем патне кайрӗҫ. — Чӑнах-и? Анчах подполковник ку хутӗнче те, яланхи пекех, хӑй анекдотне каласа пӗтереймерӗ, мӗншӗн тесен буфета Раиса Александровна Петерсон вылянчӑклӑн йӑкӑртатса йӑпшӑнчӗ. Акӑ вӗсем хӳме урлӑ асӑрханса каҫнӑ та, пӗшкӗнсе, кукленсе, йӗри-тавралла ҫивӗччӗн, хӑравҫӑн пӑхкаласа, улмуҫҫисем патнелле шума пуҫланӑ. Манӑн ҫапӑҫас килмест, мана пӗтӗмпех вӑйсӑрлантарса яракан кичемлӗх пусса ҫитерчӗ, ҫиленсе кайнӑ пиччене питрен пӑхма та лайӑх мар пек туйӑнать мана. — Пирӗн ҫылӑх мар, — терӗ те Петр, ҫавӑнтах хӑйӗн ашшӗ: улпутсем ун пек кӑна тӑваҫҫӗ-и, тенине аса илчӗ. Ӑҫта? Ҫапла вара, сывлӑш ҫавӑрса ӗҫлесе, эпир мӗнпур груза куҫарса пӗтертӗмӗр. Джойспа Гэнтер хӳме хыҫне юлчӗҫ, эпӗ мӗнпур вӑйпа ишсе «Испаньола» патне ыткӑнтӑм. Гек вӑл укҫа тӑкмасӑрах хавасланма май килекен ҫӗре кирек ӑҫта та ерме яланах хатӗр, мӗншӗн тесен унӑн вӑхӑчӗ питӗ нумай. Вӑл ҫав вӑхӑта ӑҫта чикессине те пӗлмест. Паллах ӗнтӗ, манӑн вӑхӑт укҫа вырӑннех тесе калама та пултараймасть вӑл. Йывӑр ҫын пулнӑ чух тата ача ӗмӗртнӗ вӑхӑтра ман арӑмӑн ют арҫынсен кӑмӑлне каяс туртӑмӗ лӑпланнӑччӗ, халь вара вӑл сасартӑках ҫӗнӗрен ҫӗкленсе хӑпарчӗ. Анчах Базаров вӑл каласа пӗтерессине кӗтсе тӑмасӑрах тухрӗ. Вӑл тепӗр хут килсенех ыйтса пӗлме шут тытрӑм. Ҫак сасса илтнӗ те ӗнтӗ Саломыга. Туземецсем хӑйсен тӑванӗсем вилнишӗн кӑна мар, ҫав вилесен шӑммисене ҫемье канлӗхӗнче пытарма пултарайманшӑн тата та хытӑрах кӑшкӑрса йӗреҫҫӗ. — Ӑҫтан тупнӑ эсир ӑна, ҫав мӑнтӑрккана? — илтӗни-илтӗнми ыйтрӗ вӑл Дубцовран. Юлашки вунӑ кун хушшинче портран пӗр судно та тухса кайман иккен. Профессор каллех хӑйӗн шухӑшӗпе хавхаланса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн хресчен тумтирне тӑхӑннӑ кӗрнек кӗлеткеллӗ хӗрарӑм утать, ҫӗклемӗ ҫӑмӑл мар пуль ахӑртнех, вӑл пӗшкӗнерех пырать. Тата акӑ мӗн калӑр мана: укҫана йӑкӑртса пытарса хурас шухӑш пулман-и сирӗн? Том Сойер ҫавӑн пек калӗ-и? Хӑйӗн рольне вӗренсе ҫитсен, вӗсем герцогпа иккӗш пӗрле репетици тума пикенчӗҫ. Сывӑ пултӑр коммунизм!» — тесе кӑшкӑрать. Кун хыҫҫӑн ҫакна аллисенчен ҫыхса маччаран ҫакса хураҫҫӗ те, айне вут чӗртсе яраҫҫӗ… Ҫак хыпара эшелонра илтсен ӗненмерӗм, Ромашов шухӑшласа ҫеҫ кӑларчӗ пуль, терӗм. Алексей тарӑнӑн сывласа илчӗ, вӑраххӑн хывӑнчӗ те тумтирне чул ҫине хучӗ. Ҫапла, ҫапла! Чурасене ним ҫитерме ҫук пулсан, вӗсене вӗлереҫҫӗ, ҫӗҫӗпе чикеҫҫӗ, хӗҫпе касаҫҫӗ. Егор аллисене хыттӑн сӑтӑркаласа, кула-кула калаҫрӗ: — Питӗ аван, аннеҫӗм! Ҫав кӗнекере мӗн ҫырни — тӗрӗс-и? — Манӑн ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт ҫук. — Питӗ аван. — Каҫар… ма… на, Воло… дя! — терӗм эпӗ, унӑн аллине чӑмӑртаса. Ку Павелӑн шанчӑкӗ ҫухаласса пӗлтерни пулчӗ. Хӑйсен вышкисем ҫинче анаслакан казаксем мана, пӗр нушасӑр та шухӑшсӑр ҫӳренине курсан, нимӗн калама та аптӑрарӗҫ пулӗ, тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мана, тумтирӗме кура, черкес вырӑнне йышӑнчӗҫ пулмалла. Йывӑҫ ҫулҫисене витӗрех хӗвел ҫути каснӑ пек туйӑнать. Тен, эпӗ ҫакӑнта мар, урӑх ҫӗрте? Ҫичӗ сехетрен пуҫласа урапа турти ман алӑсене шӑйӑрма тытӑнать. «Апла пулсан, тӗрӗс пулать ку» — шухӑшларӗ вӑл. Хреснашшӗ ӑна, ҫавӑнтах хултан тытса, шӑтӑк патӗнчен аяккарах илсе кайнӑ. — Эккей, эс, тӑванӑм, ҫемҫе чунлӑ иккен! — тенӗ вӑл ӳкӗтлесе. Эсир Африкӑра пулса курман-и? Хӑй валли вӑл пӑшал туянмарӗ, вӑлтапа пулӑ тытма та ҫӳремерӗ, анчах пурте тап-таса такӑрлатнӑ ҫул ҫинчен палӑрмаллах пӑрӑна пуҫларӗ: улахсене сайрарах ҫӳрекен, праҫниксенче таҫта кайсан та — урӑ таврӑнакан пулчӗ. Е, калӑпӑр, Сталинград. — Ан тӑкӑр! Манӑн командӑна итлӗр! — тесе кӑшкӑрчӗ Джон Мангльс, майлӑ вӑхӑт пуласса кӗтекенскер. Тӗслӗхрен эпӗ: Елена Николаевна иксӗмӗртен пӗрне юратать, тетӗп пулсан, ку мӗнле систерсе калани пулать? Э? Омбу ҫинче ирттернӗ вӑхӑтра кану сехечӗсем тенипе пӗртен-пӗр хастарлӑ ҫынсем анчах килӗшме пултарӗҫ. Ҫыран хӗррине ҫитсен, Бюрней «каннибализмпа варворствӑн сценине куртӑм, вӗсем ҫинчен ҫӳҫенсе илмесӗр асӑнма та май ҫук: пирӗн юлташсен пуҫ-урисемпе хырӑмлӑхӗсем сӗтел ҫинче выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах анчӑккисем вӗсен шӑммисене кӑшлаҫҫӗ», тенӗ вӑл. Мӗншӗн тесен вӑл хутсенче чӑнлӑх сӑмахӗсене хывнӑ, ҫав чӑнлӑх пирӗншӗн ҫӑкӑртан та хаклӑрах пулмалла, — акӑ мӗн! Спасибо… Тухтӑр пирки вӑл мана темиҫе хут та ҫине-ҫинех калаттарчӗ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн эпӗ ун тути ҫинче йӗкӗлтирех васкавар кулӑ вӗҫсе илнине асӑрхарӑм. — Вӑхӑтсем мӗнлерех, отче, вӑхӑтсем мӗнлерех тетӗп! — хӗрсе кайса каласа хучӗ Гедеон атте. — Мӗн калатӑр эсир!.. Вӑл пулмасан, эпӗ тахҫанах рак пек йӑраланса ҫӳренӗ пулӑттӑм. Мӑн ҫулсем патне тупӑсем хушса парасах тетӗр пулсан, резервран парӑр луччӗ. Павел кӗнекине хыттӑн шаплаттарса хупрӗ. Симӗсрех пӗлӗтре шурӑмпуҫ йӑвашшӑн ҫунма тытӑнать; акӑ хӗвел те хӑйӗн павлин хӳри евӗрлӗ пайӑркисене ҫӗр ҫине мӑнкӑмӑллӑн сарса ярать, унтан вӑл хӑй те ылтӑн пек ярӑнса тухать. Ҫу уйӑхӗн чи вӗҫӗнче Осадчий капитанӑн ротинче ҫамрӑк салтак ҫакӑнса вилчӗ, кунашкалли ҫак ротӑра иртнӗ ҫулта та пулнӑччӗ, шӑпа ӑнланмалла маррӑн йӗркелесе хунипех пулӗ, ҫакӑнасса вӑл шӑп та шай ҫав кунах ҫакӑнчӗ. Чӑнах та вӑл ҫав хастарлӑ ӗмӗрте пурӑннӑ мӗнпур хӗрарӑм пекех мӗскӗн пулнӑ. Мӗн пулса иртни тӑрӑх пӑхсан, тӑшман хулана пысӑк запаспа кӗмен; унӑн урапасем нумаях мар; хула халӑхӗ выҫӑ, апла-тӑк вӑл мӗнпурне часах ҫисе ярать тата утсене те утӑ кирлӗ… Кӑшкӑрса хӑйне валли инкек тупнӑ мӗскӗн оратор, хӑйне сӑхмантан ярса тытсан ӑна хыврӗ те, тӑвӑр та ула-чӑла камзолпа кӑна юлса аллисемпе Бульба урисене ыталаса илчӗ, хӑравҫӑ сассипе ӳкӗтлеме тытӑнчӗ: «Аслӑ господин, хисепле пан. Эпир ку определенине пӗтӗмпех кунта кӗртетпӗр. Аркадий Павлыч, хӑйӗн сӑмахӗсемпе каласан, хӑйӗн ҫыннисене ҫирӗп, анчах та тӗрӗс тыткалакан ҫын, хӑйӗн ҫыннисен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшать, ҫав вӑхӑтрах вӗсене вӑл хӑйсен ырлӑхӗшӗнех наказани парать. Ирсӗр мар-им вара вӑл? Унта мӗн лайӑх марри пултӑр-ха? — Тенериф ҫине улӑхма? Мӗн шуйттаншӗн унта, хаклӑ капитан? Хӑй вара карап капитанӗ пулать. Усалли нимӗн те ҫук вӗт, э? Анчах акӑ темле хытӑ сасӑ сасартӑк вӑййа чарса лартать. Эпӗ хамӑн вӑрӑм халапа каласа пӗтерсен, его величество улттӑмӗш ауденцийӗнче эпӗ тапратса янӑ кашни тема тӗлӗшпех иккӗленӳсемпе ыйтусем темӗн чухлӗ каласа хучӗ. Эпӗ хам та француз! — терӗ начальник, мӗскӗн географ аллине мӗнпур вӑйӗпе чӑмӑртаса. Эрне иртсе иккӗмӗшне кайсан, картишӗме сасартӑк пӗр кӳме кӗчӗ-тӑчӗ. Дик Сэнд яланах ача ҫумӗнче, пилӗк ҫулхи Джекӑн аллисем сасартӑк вӑйсӑрланас пулсан, ӑна пулӑшма, тытма хатӗр тӑчӗ. Ҫак сӑмахсене каласан, Филипп сылтӑм еннелле ӳпӗнет те, тилхепине мӗнпур вӑйӗпе турта-турта, мӗскӗн Тиечука хӳринчен тата урисенчен темле хӑйне манер аялтан ҫатлаттарма пикенет, Тиечук мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнине те, пӗччен пекех туртса пынине те пӑхмасть, хӑй ывӑнсан тин ҫапма чарӑнать, вара унчченех питӗ чипер, ҫӑтӑ-ҫӑтӑ ларакан шлепкине тем пирки пӗр айккинерех куҫарса лартать. — Мӗншӗн-ха эсир ун ҫинчен коменданта каласа памарӑр? Хӑй ертсе пыракан Петров ун хыҫҫӑн сылтӑм енӗпе пынӑ, вӑл шурӑ супӑнь кӑпӑкӗ евӗрлӗ пӗлӗтсенчен ҫӳлерех, виҫесӗр аслӑ сенкер тӳпере ҫакӑнса тӑнӑ. — Мӗншӗн апла вара? — шухӑша кайса ыйтрӗ те пуп, ответне кӗтсе илеймесӗрех: — Хӑвӑрӑн кӑмӑлӑр умӗнче хӑвӑр ответ тытатӑр, — терӗ. — Компас мӗнле? — тесе ыйтрӑм. Зинаида та аннеҫӗме килӗшмерӗ. Яштака ҫан-ҫурӑмлӑ, шурӑ индейски кисейӑран ҫӗлетнӗ ҫӑмӑл кӗпеллӗ Луиза Пойндекстер чӑнах та тӗлӗнмелле хитре пулнӑ. Хуралтӑ вӗҫӗнче мачча таранах йывӑҫ темиҫе пусма ҫӗкленнӗ. Хуллен! — Базаров мӗнле ҫын тетӗн-и? — кулса илчӗ Аркадий. Атте юланутпа чаплӑ ҫӳретчӗ тата Рери господинран чылай малтан чи чурӑс лашасене алла вӗрентме пултаратчӗ. Артём ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе кайрӗ. Поезд пӑрӑнса кӗрсе кайсан, Артём Тоня енне ҫавӑрӑнчӗ те:— Ну, епле, тус пулӑпӑр-и? — терӗ. — Мӗн пуласси пулатех ӗнтӗ. Хӑвӑн ӗҫӳ мар пулсан, ан хутшӑн та. — Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн, тесе ыйтатӑп? Манра хамра славян юнӗ вӗресе тӑрать! Эсӗ ӑна шыратӑн-и? Пурте вӗсем — чи иртӗхнисем те, уншӑн пулсан, пӗчӗк ачасем пек, хӳтлевсӗррӗн туйӑннӑ. Пурте ҫавӑнтах пилӗкӗсене пиҫиххи ҫыхса алла хӗҫпӑшал илчӗҫ. Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр тимӗр сак ҫинче, тӗксӗм коридорта чылайччен лартӑмӑр. Акмалли ҫӗр питӗ нумай пулнӑ пирӗн, утмӑл-ҫитмӗл теҫеттина, ҫӗр теҫеттина та ҫитнӗ. — Тарса пытанчӗ вӑл манран! — Никам та пӗлмест ӑна. Нихӑҫан та! Пепельница ҫине тӗкӗр персе анчӗ. Фронт тӑршшӗпех ҫавӑн пек тарӑн канавсем алтса тухнӑ, тет. Рендич килсенех мана вӑрат. — Куратӑп. — Пыратӑн-и? — Э-э, мистер Бертон! — терӗ полковник, — халӗ ӗнтӗ эпир калаҫса татӑлӑпӑр тесе шанса тӑратӑп. Ҫапах хывӑнмарӑм та, выртмарӑм та. Вӑл куҫлӑхне хывса сӗтел ҫине хучӗ, питне, куҫа курӑнман эрешмен карти ҫыпӑҫнӑ пек, аллипе шӑлса илчӗ. — Артельсем пуҫласа яраҫҫӗ! Исидора шӑрчӑкланман. Чурасемпе чура сутуҫисен ҫӗршывӗ!.. Говэна хирӗҫ баррикада та тупӑпа персе ответлерӗ. Фома чӗри, хӑйне мӗн чухлӗ йывӑр пулсан та, ҫакӑнти ҫынсенчен никам та ӑна пӗр ӑшӑ сӑмах калас ҫуккине туйса, вӑраххӑн, йывӑррӑн тапнӑ. Эпӗ Фергана меслечӗсене кӑмӑллатӑп. Инсаров именнӗ пек курӑнать, Елена хӑй ҫине пӑхнинчен вӑтанать. Пугачев коменданта лартнӑ пысӑк сухаллӑ казак хыпӑнса ӳксе пире юрама тӑрӑшнинчен, лашасене хӑвӑрт кӳлнинчен тата хамӑра илсе килнӗ ямшӑк пакӑлтатма юратнине пула, мана кунта патша ҫумӗнчи временщик вырӑнне хунине сисрӗм эпӗ. Вӗсен пӗр пайӗ малтанхи кунсенчен пуҫласах ман ҫине кулӑшла шӳт ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнчӗ, теприсем — ачасем интереслӗ юмах яма пӗлекен ҫын ҫине айванла юратса пӑхнӑ пек пӑхрӗҫ. Павел ун ҫине пӑхрӗ. — Ҫук, эпӗ адъютантран ҫыру илтӗм. Лашасем ҫинчи ҫынсенчен хӑшӗ те пулин, вутӑ купи хыҫӗнчен тухса, юханшыв еннелле кайсанах, ун ҫинелле пеме тытӑнаҫҫӗ. — Ҫӗнтерес тесен революцие вӑйлӑ ҫынсем кирлӗ, — терӗ Симурден. «Пилигрим» хӑвӑртлӑхне ӳстерме май ҫук — ун ҫинче пӗр парӑс та юлман. Муратлийский ҫак мелник хӑйне мӗнле аван пӑхнине каласа панӑ, Стара-планинара ҫӳренӗ хыҫҫӑн ӑна тӑванла йышӑнакансенчӗн ҫак старик пӗрремӗш ҫын пулнӑ имӗш. Тухатмӑш тейӗн! Жизнь мою возненавидя, Льзя ли жить мне я сказал». Эпӗ те ҫак ҫынсем пекех пурӑнӑп-ши, лайӑхраххине ним те тупаймӑп-ши, курмӑп-ши? — Чӑнах та, ав унта сулӑ пур, — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Чӑн та, математикӑпа, музыка тӗлӗшӗпе вӗсем пысӑк ҫитӗнӳсемех тунӑ. Анчах нумай вӗреннӗ лапутянсем пек пӗр-пӗринпе калаҫнӑ чухне сапаланчӑк ӑс-тӑнлӑ, темӗнле япаласем пирки ҫав тери тимлӗн шухӑша каякан, пӗр-пӗринпе калаҫас тӗлӗшӗнчен вӗсем пек йӗрӗнмелле ҫынсене эпӗ нихҫан та тӗл пулман. Вӗренӳ вӗҫленсен, вӗсем Веткинпа пухӑва кайрӗҫ те иккӗшӗ питӗ-питӗ нумай эрех ӗҫрӗҫ. Ҫавӑ ҫав. Чӑнах та ӗнтӗ, унне, тен, пӗр пуслӑх анчах илнӗ пулӗ, ҫапах маншӑн пӗр тенкӗ мӗн хак, уншӑн пӗр пус ҫавӑн чул хак… — Ку вӑхӑтлӑха тӑн ҫухални, пуҫ мимине юн кайни мар, — терӗ вӑл Панталеоне енне ҫаврӑнса. Ӑна кӗтмен ҫӗртенех тытса хупрӗҫ. Амӑшӗ ун сӑмахӗсене уҫӑ чӗрипе, ним чӗнмесӗр, каҫса кайса итлесе ларать, ывӑлӗ ҫине пӑхса киленет, — ывӑлӗ ун умӗнче ҫав тери ҫутӑ сӑнлӑн, чӗрене ҫывӑххӑн тӑрать. — Тытӑнса пӑхнӑ хушӑра ҫӗлен мана сӑхса та илме пултарать, кайран каю шӑтать вара. Иван Ивановичпа Иван Никифорович Чаплӑ та-ҫке Иван Ивановичӑн бекеши. Пӗрре хӑраса ӳксен, хӑрани час иртсе каймасть вара, ку туйӑм урӑх туйӑма час парӑнмасть: вӑл, эпӗ нихӑҫан та пӗшкӗнместӗп тесе мухтанаканскер, пуҫне пӗксе, упаленнӗпе пӗрех, траншея тӑрӑх хыпаланчӗ. Тӗттӗмленме пуҫларӗ. Ку туйӑнать кӑна пулӗ тесе вӑл портрет ҫине хӑраса тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Рабочисене ушкӑн-ушкӑнпа икшер эрнелӗхе яма тивет, икӗ эрнерен ытла чӑтаймаҫҫӗ. Апла пулсан, ӑна часрах пӗлес пулать. Жухрай тӑрса аллисене кӗсъине чикрӗ. Французсем умӗнче Такури юриех йӑваш чӗреллӗ ҫын пек пулса, вӗсен сисӗмлӗхне сирсе ярас тесе, мӗн кирлине пурне те тунӑ. Николай Петровичӑн ҫамрӑк чухне нимӗнле паттӑрлӑх та пулман, ӑна хӑравҫӑ тесе те чӗннӗ, ҫапах та, генерал ывӑлӗ пулнӑ май, хӑй пиччӗшӗ Павел пекех, унӑн ҫар службине кӗмелле пулнӑ; анчах шӑп кӑна хӑйне ҫар службине илни ҫинчен пӗлтерекен хыпар илнӗ кун вӑл хӑйӗн урине хуҫнӑ та, икӗ уйӑх вырӑн ҫинче выртса ирттернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ӗмӗрлӗхех «уксах» пулса юлнӑ. Утиялсем, тутӑрсем, — пурте юраҫҫӗ. — Пырӑр ҫеҫ, эпӗ сире лӑплантаратӑп. Ҫил сулахай енчен вӗрнӗ, Мухортыйӑн мӑнтӑр кукӑр мӑйӗнчи ҫилхине пӗрмаях хӑрах еннелле ҫавӑрнӑ, унӑн тӗвӗлесе янӑ ҫӑра хӳрине те аяккалла вӗҫтернӗ. — Заирӑн тури пайне, ассуа йӑхне, Массонго патша патне ярӑр ӑна. Проксима калаҫать! — Мӗншӗн кайнӑ кунтан термитсем — питӗ кирлӗ ҫакна пӗлни, — хирӗҫлерӗ Бенедикт пичче. Марко шӳтлесе ҫак сехете «ӳслӗкпе аптранӑ» тет. Ҫак «чирлӗскере» Марко хӑй те, ҫуртри ытти ҫынсем те пит хӑнӑхса ҫитнӗ, сехетӗн «юн тымарӗ чарӑнсан», тепӗр майлӑ каласан, чӗлӗхӗ сулланма чарӑнсан эппин, ҫуртра пуш-пушӑ пек, тӗнче шӑпланнӑ пек туйанать. Кала ҫапла, анчӑк ҫури! «Шульгович полковник, сирӗн Ромашовӑра чӑннипех те ытарса тӑранмалла мар, — терӗ корпус командирӗ, — манӑн ӑна хам адьютант тӑвас кӑмӑл пур». Ҫавӑнпа та эпӗ Аустина ҫавӑн пек хыпар яма вӑхӑт ҫитмен тесе шутлатӑп. Вӑл киммине хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те шывран кӑнтарса тӑракан темле хура япала патнелле шутарчӗ. — Ыран курӑпӑр, — терӗ Мак-Набс. Ку питӗ аван, апла пулсан унсӑрӑн тата, пӗлетӗн-и, ҫавӑн пек ҫынсем пулаҫҫӗ: кайса килем-ха, тет, хӑнана, тӑраниччен калаҫам-ха. — Ҫирӗм иккӗмӗш ҫуртра пӗр хӗрача йӗрет, — ирӗксӗр тенӗ пек пӗлтерчӗ Гейка. Выртатӑп-ха! Сехре хӑпнипе чун тухас патне ҫитрӗ, хам тата ылхан ӳкнӗ ҫын пек выртатӑп, мӗншӗн тесен, ну, манӑн урӑх ниҫта кайса кӗме ҫук! Анчахрах кунти санаторине килсе ҫитнӗ чирлӗ ҫынсем ларса пыракан автобус халӑх ушкӑнӗ умӗнче чарӑнчӗ. Пуҫпа пырса ҫапӑнни ҫамрӑк ирландецӑн пӗтӗмпех начарланса ҫитнӗ нерв системине ҫӗнӗрен кисретсе янӑ, вӑл каллех тӑнне ҫухатнӑ. Ҫирӗм ҫул эпӗ партире тӑратӑп — старик, пысӑк пурнӑҫ пурӑнса ирттертӗм, анчах ӗненӗн-и, сирӗн патра ӗҫлени мана ҫамрӑклатрӗ. Тулта, докладчике пӳле-пӳле, хаяррӑн ҫил вӗрет. Ҫав ҫынсем нимрен те хӑрамаҫҫӗ, пурне те хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ, пурне те тума пултараҫҫӗ, нимрен ытла тата — вӗсем пурте простой, ырӑ кӑмӑллӑскерсем. Хуларан аяккалла кайнӑҫемӗн Джонни куҫ тӗлне пысӑк ҫуртсемпе фабрикӑсем сахалтарах тӗл пула пуҫларӗҫ. Кораблева вара эпӗ, нихҫан та иртсе каймасла ывӑннӑскерне, сивӗ хваттерте тӑп-тӑр пӗччен тӑратса хӑвартӑм. Тепӗр кун ирхине тул ҫутӑличчен нумай малтан Давыдов аслӑк ҫинче ҫывӑракан Ҫӑрттан мучие вӑратрӗ, ӑна ӑйӑрсене кӳлме пулӑшрӗ, вара урапа ҫине хӑпарса ларчӗ те Харламовсен килӗ патне ҫитрӗ. Тӗлӗке кам астӑвать вара? — Ахалех, — савӑнӑҫлӑ! — терӗ ӑна Павел. Шӗшкӗ туратне аяккалла сирсен, Озеров капитан Матвей Юргина курчӗ. Алӑк патӗнче унӑн аппӑшӗпе ачасем тӑратчӗҫ. Акӑ сире укҫа, кайӑрах каялла. Ӑшӑмра ҫак ҫулсенче ун пирки мӗн вӗресе ҫитнине тӳррӗн каласа памашкӑн шӑпам пӳрмерӗ ҫав мана. Кирила Петрович ӑна пиллеме васкарӗ. Ҫак хӑрушӑ сӑмахсем хама мӗнле хӑратса пӑрахнине халь те астӑватӑп-ха эпӗ. Алӑкне питӗ хулӑн ҫирӗп юман хӑмасенчен тунӑ. Шӑп пулса тӑчӗ. — Искусство тейӗпӗр эппин, — мӗншӗн тесен эсӗ — художник, — тӑван ҫӗршыв, наука, ирӗклӗх, тӗрӗслӗх. Пичче сулӑн пӗр вӗҫне тӑсӑлса выртнӑ. Вӑл сывлӑшалла персе ярассине эпӗ шансах тӑнӑччӗ! «Кайма кирлӗ мар! — шухӑшларӗ вӑл. — Шуйттан-и тен, паян пирӗн патра ҫав тери япӑх! — хулӑн сасӑпа каласа парать сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ пӗчӗкҫеҫ офицер. Вӑл тинӗс ҫар офицерӗ, уссийӗсем те шӑтайман-ха ун, симӗс тӗслӗ ҫӑм шарфпа хӑй. — Лар! — ыр кӑмӑллӑ пулнӑн командӑлать Сероштан. Ку наука вӗсене кӑмӑла кайрӗ; вӗсем ӗнтӗ ут таврашӗ, хаклӑ хӗҫсемпе пӑшалсем нумай пуҫтарчӗҫ. Ҫырлапа кӑмӑл турӗ-и-мӗн вӑл сана? Вӑл халь хура ӳтлӗ ҫынсемпе тулса ларнӑ. Ҫӗр ҫумне ҫапса ҫирӗплетнӗ сӑнчӑрсемпе сӑнчӑрланӑскерсем, вӗсем йӑшӑлтатаҫҫӗ, вӗсем чӗрӗ-ха. — Ҫакна эпӗ туман, тусӑмсем, — терӗ вӑл йӗрсе, — сире чӑн сӑмах паратӑп, эпӗ туман. Ҫак хӑрушӑ туппа, карапа шыва путарма пултаракан туппа мӗнле ҫӑварлӑхламалла? Ӑҫта вӑл? Мӗн пек хӗвӗшӳ, мӗн пек хӗрӳ ӗҫсем пыраҫҫӗ пулӗ халь Раевский патӗнче! Мӗншӗн эс асӑрханмасӑр ӗҫетӗн? Хӑйӗн вӑйӗсемпе хӑрушлӑха вунӑ хут ӳстерекен команда тюлень ҫӑвӗсем тултарнӑ пичкесене пӗр самантрах палуба ҫине кӑларчӗ. Вӗсен тӗпӗсене ҫапса кӑларчӗҫ те, вӗсене бак-боргпа штирбортӑн карлӑкӗсем ҫине йӑтса лартрӗҫ. Хуйхӑ ҫапса хуҫнӑ пирки Марийка Лозневой ҫине пит сӑнасах пӑхмарӗ, ҫавӑнпа вӑл Лозневой ӑшӗнче мӗнле туйӑм пуррине те чухлаймарӗ. — «Дункан» пирки мӗнле те пулсан хушусем пулаҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ Гленарванран Джон Мангльс. — Итле-ха, итле-ха, — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл, — эп вӗт ун ҫинчен эс пӗлменнине пӗлетӗп! Тӗрӗс. Анчах эпӗ сана айӑпламастӑп. Вара хӗрарӑмсем ҫав тери хавасланса кайрӗҫ. Ҫапах та хӑй салху марччӗ, геологи институтӗнче ӑна икӗ пӳлӗм параҫҫӗ тесе те каларӗ. Кил карти тавра чуптарса ҫаврӑнать те ҫатан карта урлӑ тӳрех сиктерет, хыҫран ҫавра ҫил явӑнса пырать. — Мӗн эсӗ — манпа калаҫасшӑн мар-и, эсрел? Мӗн тӑвам-ши ӗнтӗ? Ҫылӑхлӑ шухӑш арпаштарчӗ мар-и… Вуласа парам-и сире ҫав вырӑна? Анчах эпӗ эсир пӗрле ӗҫлемелли ҫынна шанмастӑп. Ку чун чӑнкӑ ҫыран айккипе чупса кайма пултарнине эпӗ пуҫа та илейместӗп, анчах урӑх ниҫталла кайма та май ҫук-ҫке-ха унӑн. — Ӑсатрӑр? Вӑл наукӑри чи хӗн ыйтусене тишкерсе сӑнама юратать. Карчӑк пуҫӗнчи тутӑр вӗҫӗпе куҫне нумайччен шӑлчӗ, вара, ҫаплах кулма чарӑнаймасӑр, хыттӑн мар кӑна: — Андрюшка Разметнов! — Курӑнмасть вӑл сан историсем тӑрӑх, — тӗрӗссипе асӑрхаса каларӗ кочегар, вара сасартӑк мана ҫакӑ уҫҫӑнах курӑнса карӗ: эпӗ вуласа тухнӑ кӗкекесен нумайӗшӗнче благороднӑй геройсем мӗнле ӗҫлени ҫинчен, мӗн ӗҫлесе пуранни ҫинчен пачах каламан та пӗрехчӗ: — Ну-ка, пӑртак ҫывӑрса илем, — тетчӗ Яков, хӑй ларнӑ ҫӗртех ҫурӑмӗ ҫинелле кайса выртса, пӗр минутран вара ерипен сӑмсипеле шӑхӑртма тытӑнатчӗ. Бен Джойс хӑй асап кӑтартнӑ ҫынсене пурне те хӑй куртӑр! Атьӑр. Ҫывӑрма та вӑхӑтчӗ ӗнтӗ. Ҫитменнине тата ыран ҫав тери йывӑр контрольнӑй ӗҫ пулмалла, паянхи япаласене аса илесси те ытлашши савӑнӑҫах мар. Пирӗн хӗрарӑмсем те сирӗн кӗпе-йӗме те ҫӑваҫҫӗ, тӗрлӗ апат пӗр тӳлевсӗр хатӗрлеҫҫӗ… Юлашкинчен Анна Васильевна пуҫне ҫӗклерӗ: «Дмитрий Никанорович, сирӗншӗн турӑ судья…» терӗ те тӑп чарӑнчӗ: ӳпкелешсе калаҫасси ун чӗлхи вӗҫӗнчех чарӑнса юлчӗ. Вӑл ҫулпа пӗр хушӑ утрӑм, анчах ҫул айккипе нимӗн те кураймастӑп: хӗрӗх фут ҫӳлӗш урпа кашласа ларать, вырма вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫук! — Ну, сывӑ пулсам эппин, ман хаклӑскерӗм, — терӗ вӑл юлашкинчен ӗшеннӗ сасӑпалан. «Эпӗ хам ҫинчен ҫакна каласа парасшӑн, юратнӑ ырӑ тусӑм Иван Иванович. Хам ӗмӗрте кун пек ҫеҫ походсем туман эпӗ. Эпӗ сана каланӑччӗ пулас-ха: арӑм ҫинчен шухӑшламастӑп эпӗ. Тӳрех кайсан — ҫывӑхрах, анчах вӑл ҫулпа сахал ҫӳренӗ, маякӗсем те пулман, пулсан тата начаррисем, юр айне пулнӑскерсем кӑна пулнӑ. Вӑл хӑех пуҫлать! Вӑл аллине ҫӗклерӗ те, унӑн пичӗ ҫинче тӑрӑхлакан кулӑ палӑрчӗ. Ҫил-тӑвӑлра тирексемпе юмансем кӑна, хуҫӑла-хуҫӑла анса, тымарӗ-мӗнӗпе тӑпӑлса ӳкеҫҫӗ, хытхура — тимӗр тӑпри курӑкӗ ҫӗр ҫумне ӳксе тайӑлать, саркаланса выртать, ҫапах та кайран каллех ҫӗкленсе ларать Анчах Яков Лукичӑн «ура ҫине тӑрасси» пулаймарӗ ҫке-ха! Тӗлӗнмелле вӗт-ха, ялта виҫӗ уйӑха яхӑн пурӑнса та эпӗ хампа пӗрле йӗлтӗрпе ярӑннӑ ачасенчен пуҫне никама та пӗлейместӗп. Хӳшӗ кисренчӗ те стенана ҫурса пӑрахрӗ. — Рыбина! — Унтан лӑпкӑн хушса хучӗ: — Большевик эпӗ, тахҫантанпах. Пӗтӗмпе йӗркеллӗ пулчӗ, юрри те пит чипер, — сӑмах вӗҫне ҫитрӗ бей, ларнӑ вырӑнӗнчен йывӑррӑн ҫӗкленсе. — Пашка! — тесе кӑшкӑратчӗ вӑл тенорпа манӑн юлташа, вӗренекене, — ну-ка, пуҫласа яр-ха: «Туррӑн ятне!» Халӑх, итле! Ҫынсене килӗсенче пытанса ларма, урама тухмалла мар, тесе хытарласа хушнӑ пулин те, урамсенче пит нумай халӑх ним сыхланмасӑр уткаласа ҫӳретчӗ. Савӑнӑҫ валли кашни кунах мӗн те пулин тупма пулать. — Мӗнле шутлатӑн эсӗ, пирӗн Тогонгана акӑлчансем санпа улӑштарса парӗҫ-ши? Паллах, эпир мӗн шухӑшлани ҫинчен никам та пӗлмен. Анчах ирӗ вӑл кӗтнинчен чылай маларах килсе ҫитрӗ. Чупса пырса дворнике ҫапса эпӗ ӑна йӑвантарса ятӑм, крыльцана чупса хӑпарса шӑнкӑрав янтратма тапратрӑм, темскерле тискер ҫынсем чупса тухрӗҫ, эпӗ вӗсене ним те ӑнлантарса пама пултараймарӑм та, ватерпаса илсе аяккалла уттартӑм. Пӑлхавҫӑсем вара ту тӑрӑхӗнче хӑйсен кил-йышӗсене пытанарах пурӑнмалли вырӑнсем шырама тытӑнчӗҫ, Копривштацӑсене пулӑшма килччӗр тесе хыпар ҫитерчӗҫ. Кунта килекен ҫын хӑйӗн унчченхи занятине йӑлтах манса кайнӑ. — Давыдов юлташ сире авторитетлӑ ӑнлантарса пачӗ. — Вӑл хӑйне шеллемен ырӑ кӑмӑллӑ ҫын! Мана, ун сӑмахӗсем тӑрӑх, бутылка нимӗн те каламасть. Ӑнланатӑр-и эсир, тусӑмсем, хастарлӑ ҫын тени пулать вӑл! Мӗскӗн Лалка ытла телейсӗр ҫав. Инҫетре, кӑнтӑр еннерех, айлӑм урлӑ ҫӳллӗ мар сӑртсем каяҫҫӗ, анчах караванӑн ҫулӗ тикӗс, чечеклӗ ҫуркуннен йӑм-йӑм тӗсӗсемпе йӑлтӑртатса выртакан айлӑм ҫийӗпе тӑсӑлса каять. Шырланпуҫра тата ун ҫийӗнче пурнӑҫ ӗмӗрхи пекех пысӑк утӑмпа васкамасӑр утать: хутор ҫинче ҫаплах хӑш чухне шурӑ, пас тытнӑ пек туйӑнакан шупка пӗлӗтсем шуса иртеҫҫӗ, хӑш чухне вӗсен тӗсӗ улшӑнать: кӑн-кӑвак тата аслатиллӗ ҫумӑр умӗнхи хӑмӑр тӗс пачах ҫухалать; хӑш чухне, хӗвел анас умӗн вӗсем, ыран ҫил вӑйлӑ пулассине пӗлтерсе, тӗксӗммӗн е ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, ун пек чухне вара Шырланпуҫра пур кил картисенче те хӗрарӑмсемпе ачасем хуҫасен е хуҫа пулма хатӗрленекенсен лӑпкӑ та ӗмӗртенпех витӗмлӗ сӑмахӗсене илтеҫҫӗ: «Ҫакӑн пек ҫилре ӑҫтан купалӑн-ха е урапа ҫине тийӗн?» Тусӑм, алӑкран тӳрех тухӑр та, вунпилӗк утӑм тусан, чарӑнӑр, вара хыттӑн ҫапла калӑр: «Петр, Марья Ивановнӑна пӗр стакан пӑрлӑ шыв пар-ха», — терӗ вӑл мана, вара каллех ирӗксӗртен пек кӑштах кулса илчӗ. Вулкансем вӗресе тӑракан, вутлӑ-хӗмлӗ чулсем сирпӗнсе тухакан ҫӗр чӗтӗренекен ҫӗрти вырӑнсем тата мӗнле курӑнса тӑмалла-ши вара? Каярахпа пирӗн ҫавӑн йышши ҫӗрсемпе те паллашмалла пулчӗ. Чиркӳре, каҫхи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, каччӑсем хӗрсене купарчисенчен чӗпӗтеҫҫӗ, — чиркӗве вӗсем пӗр ҫавӑншӑн кӑна ҫӳреҫҫӗ пулас. — Ҫӗнӗ хыпарсем пур-и? Намӑс ан кӑтартӑр». Кун пек нумай халӑх кӗпӗрленнине эпӗ ӗмӗрте те курман пулӗ. Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем хускалаҫҫӗ, хуралса кайнӑ кивӗ кофтине якатакан куштӑрканӑ пысӑк пӳрнисем самаях чӗтреҫҫӗ. Эсир мустангер вӗт? Кунта вара… Сухарько Павкӑран икӗ ҫул аслӑрах, ӑна хулара пурте чи ҫапӑҫма юратакан, чи чӑкӑлтӑш ача тесе шутлаҫҫӗ. Мӗншӗн эс Авраам, жертва кӳресси тата ытти пур киревсӗр япаласем ҫинчен калаҫатӑн? Палачсен ҫӗҫҫи аллӑ чурана ураран ӳкерчӗ, типнӗ шыв ҫулӗпе юн кӗрлесе юхрӗ. Марыся ним те чӗнмерӗ, салхуллӑн ун урисем патнелле ҫеҫ тайӑлчӗ. — Епле пӗлме пултартӑн вара эсӗ куна? Палубӑна ҫитиччен тиеттерет те кайран кӑшкӑрать: машинӑна тӑтӑш пӑсатӑн, тет… ҫӑва ахалех тӑкатӑн, тет, — хирӗлнӗ Петрович. Джемма ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, ӑна Пӑванпа иккӗшне ҫеҫ хӑвармашкӑн юри ҫак сӑлтава шухӑшласа кӑларнине тавҫӑрса илчӗ. Губисполкомӑн председателӗпе юнашар, кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине ӳпӗнсе, Токарев ларать. Тарӑхнипе старик хӑйӗн пӗчӗк сухалне тӑрмалать, вӑхӑтран вӑхӑта, ҫинҫе сасӑпа янӑратса, юхтарса кӑларнӑ ҫӑмарта пек пушӑ та вӑрӑм сӑмах калакан, чарӑна пӗлмен кукша пуҫлӑ пӗчӗк ҫын ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет. Ҫамрӑк креолкӑна ҫакӑ пурте тӗлӗк пек туйӑнса кайрӗ, лайӑх мар тӗлӗк пек мар, тӗлӗнмелле тӗлӗк пекрех туйӑнчӗ. Шавлӑ та хаваслӑ эрнесем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑсӑлса пычӗҫ; Анчах ҫапах та халӗ лайӑхрах; сирӗн ачӑр-пӑчӑрсене, турӑ пулӑшнипе, тата та лайӑхрах пулать. Джон Мангльс часрах майор патне пычӗ. Ашкӑнса ҫӳрес вырӑнне ҫывӑрма выртӑр луччӑ! Гарпунӑн йывӑҫ аврине варринчен тытса, Халл капитан ӑна лайӑхрах тӗллеме темиҫе хутчен сулласа илчӗ, унтан пӗтӗм вӑйпа йӑрӑмлӑ кит ҫине ывӑтрӗ. Вӑл ура ҫине те тӑман. 1930 ҫултан пуҫласа «канлӗ вӑхӑт» тени пӗтрӗ. Илемлӗ япаласене пурне те юрататӑп эпӗ. Кӑшт ҫитӗнерех панӑ хӗрачасем, плошадӗн тепӗр кӗтессинче карталанса, ҫинҫе те хӑюсӑр сассисемпе вӑйӑ калама пуҫланӑ та ӗнтӗ. Яков та унӑн сӑмахӗсен ырлӑхне туйнӑ, вӗсенче вӑл чӑн-чӑн тӗрӗслӗх пуррине сиснӗ, анчах унӑн Митьӑран:«Мӗншӗн-ха эсӗ хитре мар, ухмах хӗре качча илтӗн?» тесе ыйтасси килнӗ. Алексей, пӗччен юлсан, шухӑша кайнӑ. Вӑл ялти хӗр ӑна пӗр-иккӗ курсах хӑй аллине мӗнле ҫавӑрса илме пултарнине ӑнланма пултарайман. Пӗрремӗш хут чан ҫапни илтӗнсен, ҫамрӑксен ушкӑнӗ, ним сасӑсӑр-мӗнсӗр, мӑнастир хапхинчен тухрӗ. Ӑмӑрту ҫинчен ҫав ҫынран ыйтса пӗлнӗ те ӗнтӗ Соломон. Пӳлӗме ҫын кӗрсе лашасем хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Пур пек япалисене пӗтӗмпех сутса янӑ вӗт, — эппин, тӗнче тӑрӑх каймалла. Унсӑр пуҫне, палламан ҫыннӑн сӑмахӗсем пирки иккӗленме Дикӑн нимле сӑлтав та пулмарӗ. Ку ҫыран Кӑнтӑр Боливи ҫыранӗ пулсан, вӑл пушӑ пулнине те ӑнланмалла. Ҫак канаш Фомана темӗнле пӑшӑрхантарса янӑ, вӑл чӗре уявне йӳҫӗхтернӗ, анчах ӗҫпе тӑрмӑшса тата Пӑлаки савӑклӑхне пула, ку мӗлке часах сирӗлсе кайнӑ. Ни хӑярӗ те, ни квасӗ те — нимӗн те ҫук. — Аржанов ларкӑч айӗнчен пушӑ кӑларчӗ те Давыдова чие йывӑҫӗнчен тунӑ кӗрен тӗслӗ, типсе кайнӑ, пӑрӑнӑҫ хупӑллӑ авӑр кӑтартрӗ. Сана манран мӗн кирлӗ? Арчаран Ольбинет темиҫе татӑк какайпа сухари кӑларчӗ. — Ну, — терӗ Иван Иваныч, ура ҫине тӑрса, — эсӗ ӗнтӗ, ҫапла вара, кунта юлатӑн… Кӗрхи ӑшӑ ҫанталӑкӑн юлашки кунӗ. Таҫта инҫетре хӗвелтухӑҫӗнче, вӑрҫӑ куҫса кайнӑ ҫӗрте, фугассем кӗрӗслете-кӗрӗслете илеҫҫӗ, анчах кунта, вӑрманта, шӑп. Маттур капитан пассажир ҫапла чӗререн хавасланса кӑмӑлпах саламланинчен пӑртак тӗлӗннӗ пек пулчӗ. — Ах, мӗн пек телей, — тесе кӑшкӑрса ячӗ палламан ҫын, — сирӗнпе паллашмашкӑн савӑнӑҫ тесе шутлатӑп эпӗ, капитан Бертон. Ик-виҫӗ ҫул ӗлӗкрех пулсан, ҫак канцелярилле сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн ман куҫ умне инҫетри-инҫетри сӑрт-тусем тухса тӑнӑ пулӗччӗҫ; халӗ акӑ, тӗрлӗ ӗҫпе те пӑшӑрханупа вӗресе тӑнӑ май, удостоверенине те ним асилмесӗрех кӗсьеме чикрӗм, кӑлӑхах Р. юлташа Управленирен телеграф тӑрӑх Ярославльпе ҫыхӑнма сӗнмерӗм тесе ӳкӗнтӗм. Фашизм, пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан поезд пек, сӑрт айккинелле ӳпӗнчӗ те, катастрофа пулнӑ вырӑнта халӗ те тӗтӗм тухать, йынӑшни илтӗнет. Вӑл ман ҫине те пӑхнӑ пек, куҫ хӑрпахӗсем витӗр пӑхса илчӗ те, тимлӗн каларӗ: — Вӑт мӗнле? Кунта, ачам, пӗтӗмпе шухӑшласа ҫитермелле. Артамоновӑн ытларах та ытларах ҫиесси килчӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна урисем питӗ хӑратрӗҫ. — Лар, пӑру, кӗсменсем патне! — кӗскен касса татрӗ Челкаш, карланки патне капланса пынӑ хӗрӳ те усал сӑмахӗсене тем пирки тытса чарса. — Ха! Урӑх нимӗн те шарламасӑр, кашни хӑйӗн ӗҫӗ патнелле уйӑрӑлса кайрӗҫ. — Эпир ӑна хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн кӑштах маларах, сасӑпах вуласа тухрӑмӑр та… вара ҫапла пулса тухать: ку хаҫат пире сиртен уйӑрса ярать. Кама кирлӗ ҫавнашкал сарлака ҫул? Кунта — нумай-нумай улма-ҫырла, кайӑк-кӗшӗк, тусенче — ылтӑн, тӑхлан, пӑхӑр. Ҫак плана хирӗҫ кам мӗскер каласшӑн? Куҫӗсене вӑл е хӑраса каймалла, е ачашланӑ та мухтанӑ пеклӗн тӑва-тӑва хучӗ, йӑнӑш юрлакансене чашкӑра-чашкӑра илчӗ, ытла хӗрекенсене, тӑснӑ ал лаппине аран палӑрмалла чӗтӗретсе, чара-чара пычӗ. Питер Уилкс шӑллӗ тетӗр тата! Эпӗ пӗр япаларан ҫеҫ — вӗсем тарасран, ҫӗнӗ ултав шутласа тупса, айӑпламалли сӑлтава манран пытарасран, ҫавна май хӑйсем айӑпсӑр тӑрса юласран ҫеҫ хӑрарӑм. Кардинал пулман пулсан, вӑл питех те аван тарма пултарнӑ пулӗччӗ. Ну, эсӗ пӗтӗм халӑха усӑ тӑвас тесе тӑрӑшатӑн, тейӗпӗр, анчах ҫынсене мӗншӗн халтан кайиччен, ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлеттермелле-ха? Вӑл хытса кайсах пӗр ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ. — Том! Ҫывӑхрах Атӑл сарӑлса выртнӑ. — Вӗсене хӗрхенме те, чыслама та кирлех мар! — терӗ кӑвак хӑю ҫыхнӑ старик. «Кукубенкона суйлас!» кӑшкӑрнӑ пӗрисем. Уиткомбпа Говит, хӑйсем тӗллӗн икӗ экспедици туса, Тахаи-Пуна-Му утравӗ ҫине шыравсем тума кайнӑ. Шыв шуҫӑм еннелле кӗрен, тип-тикӗс те хаваслӑччӗ, анчах кимӗ хыҫӗнче вӑл ҫӑралнӑ, кӑвакланнӑ та пӗркеленнӗ ӗнтӗ. — Вӑл тухтӑрсене! Часовойсем сасӑ пани ҫӗрле юхса выртма уҫнӑ вӗри ҫӑл куҫӗсен кӗрлевӗпе хутшӑнать. Вӑл пӑлханать, анчах унӑн пӑлханӑвӗ — лайӑх пӑлхану. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе мӑнаккӑшӗ ун ҫине куҫҫулӗ витӗр хурлӑхлӑ куҫпа пӑха-пӑха илнине Том туйсах тӑнӑ, анчах ҫавна вӑл юриех асӑрхасшӑн пулман. Коммунӑра эпӗ чи пӗчӗккиччӗ, Степа, паллах ӗнтӗ, мана хӑрах аллипех ҫӗмӗрсе тӑкма пултаратчӗ, эпӗ ҫапах та Степӑна пӗрре тӑхӑнтартса ятӑм. — Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн, Иван? — терӗ вӑл тухтӑра. Тискер кайӑксем пек! — Турӑҫӑм, тыткӑна лекнисем мӗн чухлӗ! — Пирӗн ялсем ҫук-ши? Жоржетта! Вӑл тутисене кӑшланӑ. Халӑх ушкӑнӗ шӑпах пулнӑ. Ҫакӑн пек тӗлӗксем хыҫҫӑн хӑш чух Алексей кӑмӑлӗ ҫав тери хуҫӑлчӗ. — Ун пек ҫӗрӗке юратмалли те ҫук. Ҫук, ӑна вуласа параҫҫӗ; вӑл пирӗн хут пӗлмест вӗт. Эпӗ сехет ҫине пӑхатӑп. Каштанка матрац ҫине тӑсӑлса выртнӑ та куҫӗсене хупнӑ. Урамран вӗрнӗ сасӑ илтӗннӗ, вӑл хирӗҫ ответ парасшӑн пулнӑ, анчах сасартӑк кӗтмен ҫӗртен ӑна хуйхӑ пусса илнӗ. Ман пуҫа ҫак инструментпа акӑлчан кӗввисене каласа корольпе майрине йӑпатас шухӑш килсе кӗчӗ. Атмосферӑра электричество нумай пулас: манӑн ӳт-тирӗме, ӑшӑм-чикӗме пӗтӗмӗшпех электричество тулнӑ; электричество машини ҫумне ҫывхарнӑ чухнехи пек, манӑн та пӗтӗм ҫӳҫӗмсем вирелле тӑрса кайрӗҫ. Вунпӗр сехет ҫитерехпе аслатиллӗ ҫумӑр аякран кӗрӗслетсе пуҫланчӗ. Астумастӑн-и? Ҫаксем пурте ӗнтӗ шыв ҫывӑхра иккенне кӑтартса параҫҫӗ. Тӗттӗмре мелник курӑнми пулчӗ те ик-виҫ минутранах таврӑнчӗ, хӗрӗпе Краличе малти картишне ирттерчӗ, хапхана питӗрсе илчӗ. Туршӑн та, пуласчӗ вӑл халь ҫакӑнта, — мӗн каланӑ пулӗччӗ-ши? Йӳнӗ тӳленӗ тесе шутлатӑп. Эй, ҫамрӑклӑх! Пушӑ ларакан кулак ҫурчӗсенчен пӗрне йышӑнса, унта бригадӑн штабне вырнаҫтарчӗҫ. — Мӗн ырри вӑл! — ҫаврӑнса пӑхмасӑр, каллех хирӗҫ каларӗ Костя. — Мӗн тӑватӑн эсӗ кунта? — терӗ вӑл хаяррӑн. Сире шухӑшласа кӑларнӑ шикленмелли япаласем кӑмӑла каяҫҫӗ, хитрен каласа кӑтартнӑ хӑрушӑ япаласем кӑмӑла каяҫҫӗ, фантазиллӗ-хӑрушӑ япала сире кӑмӑллӑн хумхантарать. — Петербурга каяс чухне. Хыҫалти ӗретсенчен Панкратовӑн хулӑн сасси кӗрлесе. Лось шлемне куҫӗ ҫине антарса лартрӗ: — Сӑмах май мар калатӑп та — анчах эпӗ Ҫӗр ҫинче тепӗр минутран пулмастӑп ӗнтӗ. — Павел Яковлевич, паян ӑҫта кӑйӑпӑр-ха, э? — ыйтрӗ Николай Артемьевич, ӑна куҫӗнчен кӑмӑллан пӑхса. Анчах ӗҫӗ апла пулса тухмарӗ… Ҫак сӑмахсене калама та хӑрушӑ, апла пулсан та, ку тӗрӗс. Гро-Ален, урайӗнче пӗр вӗҫне тӗвӗлесе ҫыхнӑ кантра тупрӗ те, ӑна икӗ пӳрнипе тытса, хӑй тавра ҫавӑрма пуҫларӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ку тӗлӗшрен хӑрамалли ҫук. «Халех Оренбурга кай та губернаторпа пӗтӗм генералсене пӗлтер, эпӗ вӗсем патне тепӗр эрнерен ҫитессе кӗтсе тӑччӑр. Хӑйӗн чун хавалне пула вӑл общество ӗҫӗнчен те, комитет ӗҫӗнчен те пӑрӑнса кайрӗ… Анчах ун чун хавалӗ Рада сана савса тӑнине сивӗтме пултарайман: Кандов ӑна нимӗнле кӳрентерес сӑмахпа та мӑшкӑл кӑтартман. Унӑн отрячӗ Рейн ҫарӗнчен Вандея ҫине походпа кайма уйӑрса илнӗ корпуса кӗрет. Ҫавӑнпа та судьясем ҫак ҫамрӑксем ҫине, тытса хыпма алӑ ҫитереймен лайӑх ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса ӑмсанаҫҫӗ, вӗсем, ют вӑйпа тӑранас пултарулӑха ҫухатнӑ та тутӑ пулмалли май хӑйӗн умӗнченех кайнине курнипе салхуллӑн ӳлекен вӑйсӑр тискер кайӑк пек тарӑхса, вӗсене тавӑрма ӗмӗтленсе пӑхаҫҫӗ.. Ерофей Кузьмич мӗн каласса кӗтсе тӑмасӑрах, ҫав тери йӑваш та ҫамрӑк салтак арӑмӗ Паша Горюнова шӑплӑхра хыттӑнах ӗсӗклесе илчӗ, ун хыҫҫӑн ытти хӗрарӑмсем те пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнса макӑрма пуҫларӗҫ… Кӑшкӑрашӑва илтсе Марийка вӑранчӗ, вырӑнӗ ҫинчен хӑраса сиксе тӑчӗ. Эпир вӗсем пирӗн крепӑҫрен тарса Пугачев енне куҫнӑ ҫынсем иккенне палларӑмӑр. Пӳлӗм типӗрех хулӑн сасӑпа тулать, вӑл сӑмахсене уҫҫӑн, ӑнланмалла калать. — Турӑсӑр пуҫне, кам суд тутӑр мана? Тавтапуҫ, нимӗҫсене кунтан сирпӗнтерчӗҫ, халь ӗнтӗ пурнӑҫ каять акӑ. Начальствӑна тиф пулӑшман пулсан, — пӗлместӗп, халӑха ӑҫта лартӑччӗ-ши вӑл! Унтах тӗттӗмрен тата урӑх та тӗрлӗрен кӗлеткесем туха-туха тӑчӗҫ, вӗсем пурте темскерле тӑмаланчӑкскерсем, ҫурма-ӳсӗрскерсем, кӑшкӑрашаканскерсем, канӑҫсӑрскерсем пулчӗҫ. Ӑна пӗр литр шыв ҫине ҫур кӗрепенке чей ярса тӑватӑ сехет вӗретнӗ. Сиксе тӑрса, ҫыран хӗрне чупрӑм, ҫулҫӑ витӗр пӑхатӑп та: юханшыв ҫийӗнче, манран чылай аякра, пристаньпе пӗр тӗлерех, тӗтӗм палкамӗ сарӑлать. Монтанелли ҫав хӗресе илчӗ те, алтаре кӗрсе, ӑна престол ҫине хучӗ. Вӑл ытла та шурса кайнӑ тата яланхинчен ытларах уксахлать. Пурте кӑшкӑрса шавлама пуҫланӑ. — Ҫук, пӗлместӗп. Сӑмах май, ҫак ӗҫе сана хушатпӑр. — Ҫапла теҫҫӗ… Ҫӗкленӗ алӑсен шучӗ вӑтӑр виҫҫӗ пулчӗ. Хӑйӑр сӑрчӗ тӑрринче ҫутӑрах-ха, анчах лапамсем тӗксӗмленнӗ, вӑрмансенче те йӑлтах тӗттӗмленнӗ. Анчах вӑл мар пулсан, кам-ха вара тата? Ӑна пур енчен те темӗскерле тахҫанах тӑрантарса ҫитернӗ, хӑпма пӗлмен йывӑр кӑмӑлсӑрлӑх кӗрхи тӗттӗм каҫ пек хупӑрласа илчӗ, вӑл ҫак тӗттӗмлӗхрен, ҫак йӳҫлӗхрен мӗнле хӑтӑлмаллине пӗлмерӗ. Вӑрман тӗттӗмленсех пырать, ҫил хуҫӑлса пӗтнӗ ватӑ йывӑҫсен тӑррисенче вӑйлӑрах та вӑйлӑрах кашлать. Дежурнӑй каллех кроссворд задачисене тума тытӑнчӗ; килнӗ ҫынсем сада тухса, йӗри-тавра тӑрӑшсах кирпӗчсемпе купаласа ҫавӑрнӑ, анчах халь курӑкпа хупланнӑ клумба умӗнчи кивӗ сак ҫине ларчӗҫ. — Ҫапла, эпир ҫавӑн пек шутлатпӑр, — тенӗ халӑх хушшинчен тахӑшӗ. Хыр лӑссисем витӗр ӳкекен хӗвел пайӑркисем юр ҫинче ҫуннӑ пек йӑлтӑртатнӑ. Ашшӗпе Петр тата ыттисем те ӑна ухмах тесе шутланӑ, анчах Никитӑшӑн вӑл ун пек туйӑнман. Алӑксем хупӑнчӗҫ те — Марья Николаевна ахӑлтатса кулса ячӗ. — Пахчара пӗччен кичем пулас сана, тӗрӗс вӗт? — Иртнӗ хӗллеренпе. Хамӑр мӗнле майпа тӗл пуласси ҫинчен пӗрре мар шухӑшлаттӑм эпӗ. Эсӗ мана ҫав тилхепене паратӑн-и? Ыттисем ҫине шанма ҫук: хӑвӑн ӗҫлес пулать. — Комсомол — витӗр ҫӳремелли картиш мар, — ответлерӗ Цветаев юриех тӳркессӗн те хыттӑн. Тӑватӑ йӗркепе шатлаттарчӗ те — манӑн куҫсем ҫамка ҫинех улӑхса кайрӗҫ! Игумен галерее пӗчченех кайрӗ. — Мистер Стумп, эпир тин ҫеҫ мӗн илтнине пӗлместӗр эсир. — Кам унта? — Петр Васильевича-и? Ҫапла ӗҫ лайӑхрах пулассӑн туйӑнать. Тӳпе ҫине пӑхатӑн — ҫӑлтӑрсем ҫӳреҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх йӗрлесе вӑхӑт мӗн чул пулнине чухлатӑн. Сюртукӗ хӑйӗн пӗтӗмпех якалса тӗссӗрленсе пӗтнӗ, ҫуталса кӑна тӑрать, а вӑл ҫапах ӑна щеткӑпа чашлаттарать. Мотора чармасӑр, самолета эпӗ хӳрипе ҫиле май туса лартрӑм. Ӑна алюминирен тунӑ ҫӑмӑл костыльсем илсе пырса пачӗҫ. — Ҫапла; ун пит-куҫӗ питӗ килӗшӳллӗ. — Апла пулсан, васкама кирлӗ мар, ятарласа хушасса кӗтӗпӗр… Ҫил ҫинче ҫӳренипе тата эрех ӗҫнипе унӑн пичӗ хӗрелсе, кӳпчесе кайнӑ. Аллисене хыҫалалла тытса, урисене чарса пӑрахса, вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ. Contin… Континент ҫине мар-ши? Тоня алли сӗртӗннипе вӑл вӑранчӗ. Тоня савӑнӑҫлӑн кулса тӑрать. Гленарван аллисене хӗреслӗ тытса пуҫне тайӑлтарнӑ, пӗр хускалмасӑр ҫыран хӗрринче тӑрать. Ривэра канат урлӑ каҫма хатӗрленсе тӑнӑ полици капитанне курнӑ, анчах вӑл ҫак мӗне пӗлтернине ӑнланаймасӑр тӑнӑ. Ҫавӑнпах ӗнтӗ ӑна, ют ҫӗршывран ӑнсӑртран килнӗскере, кунтах тунӑ ним мар шӑхличӗпе тавлашма ҫӑмӑл пулман, мӗншӗн тесен шӑхличӗ суккӑр ача умне ҫывӑрас умӗнхи самантра, каҫхи шӑплӑхӑн вӑрттӑн пӑшӑлтатӑвӗнче ыйхӑланӑ буксем кашланӑ вӑхӑтра, тӑван Украина ҫут-ҫанталӑкӗн ачашлӑхӗпе пӗрле тухса тӑнӑ. Пурте урӑхла пулма пултарнӑ, темелле. Академи урамӑн икӗ енӗпе те халиччен юрӑхсӑра тухнӑ чылай ҫуртсене йышӑннӑ. Ҫав ҫуртсене вӑл сутӑн илсе, вӗсене ӗҫлеме юрӑхлӑ тунӑ. Ӗнсерен парсан? Юлашкинчен вӑл Тельмарш хулпуҫҫийӗ ҫине таянса уҫӑ сывлӑша тухма та пултаракан пулчӗ. — Джигита вӗлернӗ, — терӗ вӑл, хӗрхеннӗ пек пулса. Пачах та суккӑрланса ларнӑ инкӗшӗ Ольга сасартӑк шӑнса пӑсӑлнӑ та икӗ талӑкран вилсе выртрӗ, вӑл вилсен темиҫе кунтан хулана тата фабрикӑна аҫа ҫапнӑ пек хыпар пырса ҫитрӗ: патша престола пӑрахнӑ, терӗҫ. Мӗн тумалла-ха? — Ҫук. Хыпарҫӑ малалла вуларӗ: — «Вӗсене пытаракансене е тарма пулӑшакансене кашнинех ҫар судне парса асаплантарса вӗлермелле. Хӑнасем, каллех килме пулчӗҫ те, тухса кайрӗҫ. Ҫын пирки нихӑҫан та куллянмалла мар, мана вара пушшех хӗрхенме кирлӗ мар. — Юрочка, Цимбал ӑҫта халӗ? — ыйтрӗ Варвара пӳлӗмрен. Килсе ҫитрӗҫ. Игнат, аллине ҫӗклесе илсе, вирлӗн сулса янӑ, темӗскер нӑтӑрт туни илтӗннӗ, матрос вутӑ ҫине йывӑррӑн персе аннӑ, анчах та, ҫавӑнтах сиксе тӑрса, каллех чӗмсӗррӗн ӗҫлеме пуҫланӑ… Епле апла вӑл? — Ытлашши хӗрсе кайма кирлӗ мар! — асӑрхаттарчӗ Юргин. Мӗнле вӑл пӗр минутлӑха та пулин ман пуҫа ҫавӑрма пултарнӑ-ши!.. Хуҫа арӑмӗ ҫакна сиссе мана хӑй кровачӗ ҫине вырттарчӗ те таса сӑмса тутрипе витрӗ. Каҫхине, йӑрансене шӑварса пӗтерсен, ун патне пахча ҫимӗҫ бригадинчи хӗрсем пырса ҫитнӗ. Вӑл чылайччен ҫывӑрса каяймарӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ, амӑшӗ икӗ хутчен чустине пӑхма тӑнине те илтрӗ. «Тахҫанах вӑхӑт, тахҫанах вӑхӑт, пан голова». Пур кӗнекери мужиксенчен те мана «Платниксен эртелӗнчи» Петӗр пуринчен те ытларах кӑмӑла карӗ; ҫав калава хамӑн туссене вуласа кӑтартас килчӗ те, эпӗ кӗнекене ярмаркӑна илсе пытӑм. Эсӗ ҫамрӑк, анчах айван мар. Ҫав тери лӑпкӑ Бенедикт пичче палуба ҫине хулпуҫҫийӗ урлӑ хурт-кӑпшанкӑ тултарнӑ тимӗр ешчӗкне ҫакса тухрӗ. Хӑюллӑ тинӗс ҫӳревҫин ӗҫӗ ӑнса пынӑ ҫӗртех тепӗр инкек сиксе тухнӑ: «Сан-Антонио» карап капитанӗн помошникӗ экипажа пӑлхатнӑ та карапа Испание каялла вӑрттӑн ертсе кайнӑ. «Пӑх-ха ӑна, епле чавтарса пырать вӑл! Вӑл ман тумтирсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне илсе ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Эпӗ мастерскойӑн подвалне ансан, хам курса, итлесе пурӑннӑ хама ҫав тери кирлӗ пулса тӑнӑ ҫынсемпе ман хушӑра «манӑҫ стени» тухса тӑчӗ. Ултӑ уйӑх ӗҫленӗ ӗҫе вӑрларӗҫ-ҫке. Микит Степанч! — Геннадий Иванович патӗнче канашлу пулса иртрӗ, ҫавӑнта илтрӗм, — кӗскен ӑнлантарчӗ хӗрӗ. Анчах та ырри усалсӑр килмест! Ун ҫинче чӑн лайӑх тумтир: темен чухлӗ пӑхӑр тӳмеллӗ, чӗркуҫҫине ҫитекен вӑрӑм кӑвак сӑхман, ҫӳхе чӗнтӗр тытса ҫавӑрнӑ шлепкине ӗнси ҫине пусса лартнӑ. Джим, чӗркуҫленсе, хӑлхине пӳске ҫумне тытса итлерӗ. Кун пек хӑратни ачашӑн кӑлӑхах пулчӗ. — Лозневой хӑмӑл ҫинелле пӑхса Хмелько каскине шыракаларӗ, анчах паҫӑр, бомбӑсем пӑрахиччен курнӑ тӗлте ҫук вӑл, унта халь тӑпра муклашкисем ҫеҫ купаланса выртаҫҫӗ. Ҫапла кирлӗ те, Фома!.. Кӗлетки питӗ чаплӑ хӑйӗн, сӑмси ӑмӑрткайӑкӑнни пек, пӗр талер лартать те вара жилетки айӗнче вӑрттӑн хӗрес хывать. — Кунтан ӑҫта кайма пулать? Пӗлетни, сана мӗнле арӑм кирлӗ пулать? Юлашкинчен майор календарь листине ҫавӑрса хучӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн тин хӑй патне пынӑ ҫын ҫине пӑхрӗ. Шӑп та шай карап ҫинче циферблатлӑ, ҫаврака авӑрлӑ лаг-патент пур. Циферблат юппи пӗр палӑртнӑ вӑхӑтра карап мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине кӑтартать. — Ӑҫтан илтӗн пӑшална? — чӗнчӗ ӑна Павка. Вӑл хӑйпе шӳт тунисене юратакан ҫын мар. Ак мӗнлескер ман савниҫӗм, акӑ кам ман тӑванӑм, Иерусалим хӗрӗсем!.. Руле тӗрӗс мар пӑрни е кӗсменпе кирлӗ мар чухне авӑсса илни кита тапӑннӑ самантра ҫынсене пӗтерме пултарать. — Ия, — терӗ Гек сиввӗн. Вӑл мана ҫамкаран шаклатрӗ. Апла эппин? Ҫӗннийӗ акӑ мӗн: хӗрӗсем килте лараҫҫӗ, арҫыннисем, пасарти пек, суйласа ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ унӑн хуҫине калатӑп: эпӗ Филипӑн ашшӗ, тетӗп; вӑл мана калать: эпӗ ӑҫтан пӗлетӗп, тет. «А эс кам пуль тетӗн? — терӗ Чуб, кулкаласа. Этемсем пӗр-пӗрне мӗншӗн хӗнесе, пусса хӑтланаҫҫӗ, ҫавӑнтан пуринчен те, ылттӑнтан, кӗмӗлтен тата кирек мӗнле пурлӑхран та хӑтӑл, этем вӑл ҫӗрсе пӗтекен, ирсӗр япала! Тахҫан ҫак ҫуртра хамӑн юратнӑ йӑмӑкӑм пурӑнатчӗ. — Монсеньор, мӗн май килнине пурне те эпӗ обозпа пӗрле Фушер ҫулӗ ҫине ӑсатрӑм. Йӗкӗтсем пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, ку сӑмах вӗсене йӑвашшӑн сулӑнтарса илнӗ пек пулчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, трубкӑсене вӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ пулса ҫакрӗҫ. Эсӗ мӗн тума шухӑшлатӑн вара халь? — тепӗр хут ыйтрӗ унран Аврамица, Огнянова унран мӗн кирлине ниепле тавҫӑраймасӑр. Амӑшӗ хӑвӑрт кӑна ун патне утса пычӗ, ӑна аллисенчен ярса тытрӗ, — Андрей сылтӑм аллине вӗҫертме пикенчӗ, анчах та амӑшӗ ӑна ҫирӗппӗн тытса лартса, хӑвӑрт, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатма тытӑнчӗ: — Чунӑмҫӑм, лӑпкӑрах пул! Ӑна нимӗн те шанӑҫ параймасть. Пар кунталла! Унтан ура ҫине сиксе тӑчӗ те, Томран хӑтӑлма хӑтланса, саксемпе партӑсем тавра чупкалама тапратрӗ. Томӗ ун хыҫҫӑн хӑваларӗ, Бекки кӗтесе кӗрсе лӑпчӑнчӗ те питне шурӑ саппунӗпе хупласа лартрӗ. — Мӗн расписки тата унта сире? — шӑлӗсене йӗрсе пӑрахрӗ Чернявкин. Вӑл ҫеҫкесем ҫинче ҫакӑнса тӑракан темиҫе ҫӗр ҫырли илсе пырса, вӗсене старший лейтенанта тӑсса пачӗ. — Эпӗ те, кунта пулса, сире ҫак вырӑнта кӗтсе илме пултарнишӗн ҫав тери тӗлӗннӗ, — хуравланӑ Ливингстон та. Йӑмӑкӗ Татьяна кунӗ-кунӗпех хаҫатсене чӑштӑртаттарнӑ, вӑл та темрен хӑранӑ, ҫавӑн пирки унӑн хӑлхисем те яланах хӗрлӗ пулнӑ. — Хӑш вырӑнта персе? Пӗр-пӗр ӑшӑ сӑмах илтӗччӗ халь вӑл, мӗн пек илтӗччӗ! Кӑвакалсем пирӗн пуҫ тӗлӗнче вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ; хӑшпӗрисем пирӗн ҫывӑхах ларма хӑтланаҫҫӗ, анчах ҫав самантрах тӳп-тӳрех ҫӳлелле вӗҫсе хӑпараҫҫӗ те кӑшкӑра-кӑшкӑра аяккалла вӗҫсе каяҫҫӗ. «Капла авантарах, капла авантарах, — шухӑшларӗ Берсенев килнелле васканӑ май. — Эппин, васкас пулать, — терӗ Дик Сэнд, — ку шурлӑхлӑ вырӑнтан ҫумӑр ҫӑва пуҫличчен иртсе каяс пулать. — Ман сире икҫӗр доллар памалли пур, — терӗ плантатор, Морис ҫинелле пӑхса, пӑч-пӑч чӑпар мустанга аллипе кӑтартса. Анчах вӑл вӑхӑтра ӗнтӗ ротӑна ҫӑлса хӑварас тӗлӗшпе ним тума та май килмен. — Ну… мӗнех вара… эсир халь… — хӑйне ҫапасса кӗтекен ҫын пек пуҫне пӑрса, анчах Берсеневӑн аллине хӑй аллинчен вӗҫертмесӗр пӑшӑлтатрӗ Елена. — Куртӑм! — терӗ Николай, ӑна эрех панӑ май пуҫӗпе сулса илсе. Ҫав ҫулпа темскер килет. Ку япала пысӑк та тӑватӑ кустӑрмаллӑ урапа иккен, ӑна вӗренсем вырӑнне сӑнчӑрсемпе кӳлнӗ пилӗк лаша туртать. Лав ҫине вӑрӑм шалчасем е пӗренесем тиенӗ, варринче вара саванпа витнӗ пекех, пысӑк брезентпа витнӗ формӑсӑр темӗнле япала кармашса тӑрать. Анчах ҫавӑн пек пулатех тесе кам шантарса калӗ-ха? Хуҫине хисепленипе ҫеҫ эпӗ ун пек тумарӑм. Улпут ҫурчӗсенчен пӗр флигелӗнче, кӗленчеллӗ рамка ӑшӗнче Екатерина II хӑй аллипе ҫырнӑ ҫырӑва курма пулать. — Халӗ ку хӑрушлӑх иртсе кайрӗ, мисс Луиза, эпӗ кирлӗ пек мерӑсем йышӑнтӑм. — Пултаратӑп пулсан, мӗншӗн пулӑшас мар. Вӑл ухмаха ернӗ пекех чупса ҫитрӗ, чӗтрекен аллисемпе ҫыхха ярса илчӗ те чӑмӑртаса тытрӗ, ҫыхӑ йывӑрӑшӗ алла аялалла туртрӗ. Мими вара пирвайхи вырсарникунах кӑнтӑрлахи апата чаплӑ кӗпепе тата пуҫӗ ҫине хӑюсем ҫыхса тухрӗ те, эпир ялта маррине, халӗ пурте урӑхла пулассине ҫавӑнтах ӑнланса илтӗмӗр. Ӗнерхи кӗлеткесен паллисемпе танлаштарса пӑхсан, паян пӑртак урӑхланса, илемлӗрех курӑнать; чи авалтарах хурт-кӑпшанкӑсем вырӑнне эпӗ паян пысӑкрах чӗрчунсен юлашкийӗсене куртӑм, палеонтолог куҫӗ вӗсем хушшинче хырӑмпа шуса ҫӳрекен ҫӗлен-калта евӗрлӗ малтанхи формӑсене те уйӑрса илме пултарать. — Каялла ҫаврӑн, Джон, халех! — терӗ пӗри. Манӑн ҫуртпа унти тӗрлӗ япаласене тума татах та нумай рабочисем кирлӗ пулаҫҫӗ, ман арӑма капӑр тумлантарас тесен, ҫав рабочисен хисепне пилӗк хут ӳстерме тивет. Мӗн калӗ-ха вӑл Джеммӑна, мӗнле калаҫма пуҫлӗ? Унӑн юлашки сӑмахне килсе ҫапӑннӑ хум хупласа хучӗ. Ах, турӑ, мӗн-ха эп ухмах пек тӑратӑп кунта? Вӑл ҫирӗп те тӑп-тӑп, тӗлӗнмелле яштака кӗлеткеллӗ курӑнать. Ҫырма, пӳлсе хунине пула, анлӑн сарӑлса ейӗлнӗ те, пысӑк пӗве шывӗ пек, нимӗн хускалмасть. Ҫыранӗсем унӑн икӗ енӗпе те ҫӳлелле вашмӑккӑн та пӗр тикӗссӗн хӑпарса каяҫҫӗ. Вӗсенче курӑк яп-якан, яр-уҫҫӑн та ҫав тери техӗмлӗн курӑнать, ҫавӑнпа ӑна аякранах алӑпа тыта-тыта пӑхас килет. Ҫырансен айӗнче, шывра, хӑмӑш симӗссӗн ешерет, йӑвӑ, тӗттӗм, ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче кӑкшӑм курӑкӗн пысӑк пуҫӗсем ҫуттӑн шуралса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем калаҫнӑ тӑрӑх, Жухрай ҫар округӗн Уйрӑм пайне ӗҫлеме куҫать имӗш. Швабринӑн намӑссӑрлӑхӗ мана кӑшт ҫеҫ уртарса ямарӗ; анчах вӑл ҫав тери тӑрӑхланине манран пуҫне урӑх никам та ӑнланса юлаймарӗ; унӑн сӑмахӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхаканӗ пулмарӗ. Чиркӳпе баррикадӑран иртсен, эсир хулари чи шавлӑ, шалти пурнӑҫпа вӗресе тӑракан вырӑна пырса кӗретӗр. Ку капкӑнсем халиччен пӗр чӗрчунӑн пурӑнӑҫне кӑна ҫӑтман-мӗн. Отрядран ҫур миль мала кайнӑ Роберт каялла ӗрӗхтерсе килчӗ те кӑшкӑрса та ячӗ. — Господин Паганель! Господин Паганель! Унта мӑйракасен тем пысӑкӑш вӑрманӗ пур! Ачасем, килтен тухса тарса, лайӑх мар турӑмӑр пулӗ тесе, хӑракалама пуҫларӗҫ; унтан вӗсем аш вӑрласа тухни ҫинчен астуса илчӗҫ те чӑнласах та шухӑшласа асапланма тапратрӗҫ. Кимӗ сӑвайсем ҫумӗпе иртнӗ чухне курӑк сирӗлсен, ҫак ишекен суя утрав ҫинче ҫынсем пытаннине курчӗҫ те хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӗҫ. Тупӑш вӗсенчен тараймассине шансах тӑчӗҫ вӗсем, мӗншӗн тесен шывсикки юханшыв юхӑмне картларӗ, таркӑнсен малтан-и, кайран-и пурпӗрех ҫырана тухмалла. — Суймастӑп эпӗ, тӗрӗссипе калатӑп, Ваҫили Андрейч, — тенӗ Миките, — паранкӑ хирӗпе пыни ҫуна сасси тӑрӑх та паллӑ; ав унта купасем те — паранкӑ ҫеҫкине купаласа лартнӑ. Ирпелен тарҫа хулана вутӑпа ярӑп. Ҫак минутра хӑрушшӑн шатӑртатни илтӗнчӗ: вӑйлӑн пырса тӗртнипе арча алӑк янахӗ хушшинчен тухса тӳнсе кайрӗ те, пӳлӗме хӗҫ тытнӑ ҫын вирхӗнсе кӗчӗ. Енчен ӑна Григорий Александрович пӑрахнӑ пулсан, мӗн пулатчӗ-ши вара? Пирамида тӑррине вӗсем хӑйсене гох шӑнаран ҫӑлӑнса тухса ҫул ҫинче ҫӳренӗ чухне йӑх хӳтӗлевҫи пулнӑ клитли кайӑк тӗкӗсен тӑпламӗллӗ юпа лартаҫҫӗ. — Ав мӗн чухлӗ вӑрҫнӑ эсир! — Вӑл Воропаевӑн орден хӑювӗсем еннелле пуҫне сулчӗ. Вӗсем шухӑшланӑ ҫын ячӗ каланмасӑрах юлчӗ. — Виҫӗ пус та пулин пӑрахса памасӑр суккӑрсем умӗнчен ку тарана ҫити никам та пӑрӑнса кайман-ха. Акӑ мӗнле эс!.. — тесе хунӑ Игнат. — Ӑҫта каятӑн-ха эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран тӗлӗннипе. Кӳлӗ вӗттӗн-вӗттӗн хумланать, вӗреме пуҫларӗ те ун варринчен шывӑн вӑйлӑ юхӑмӗ ҫӗкленчӗ, сарӑлчӗ те пӗрӗнсе тамалчӗ. Ну, мӗнле эсир? Ҫапла, ҫапла! Эхер те эпир пурте пӗр каварлӑ пулса шӑп та шай халь пӗр харӑс ҫӗкленсен, ҫуркунне ҫитнӗ ҫӗре, урӑх патшалӑхсем пулӑшнипе, Дон тасалса та ҫитет. — Сарӑ дуплета кӗтессе, — пӗлтерчӗ Бек-Агамалов. Никама каламасӑр-тумасӑр тухса кайрӗ, куҫран ҫухалчӗ! Ку ӗҫре закон хушнине пӑсса, вӑл ҫӗнӗ инкексем тӑвиччен, унтан хӑтӑлни хӑрушӑсӑр та ӑслӑ пулнӑ пулӗччӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир ку историре нумайӑшӗ чӑн пулманнине чухласа илме пултаратпӑр. Сӑмса хӑй вырӑнӗнчен уйрӑлса тӗрлӗ ҫӗрте статски советник чинӗпе ҫӳрени тӗлӗнмелле пулни ҫинчен каламалли те ҫук ӗнтӗ. Павел кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ те:— Мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ҫӳреме тытӑнаҫҫӗ, унтан хӑшӗ-пӗри авланать, ҫав кӑна!.. — тесе хучӗ. Платформа йӗри-тавра ӳсекен хыр вӑрманӗ хӑйӗн тӑррипе тикӗссӗн те кӑмӑла лӑплантармалла пӑшӑлтатса тӑнӑ. Витӗр тирсе илетчӗ тет те — янкӑлт ҫӑтса яратчӗ, тет! — Тӗрес, тӗрӗс, ачам, — Кирилпа Мефрди таса аттесем, — илтӗнчӗ малти ретрен. Чӑн та, ку этем пулчӗ мӗн, кун пирки эпӗ текех иккӗленме пултарайман. Мана темле кичемле пек туйӑнса карӗ, Костромана шел туйӑнатчӗ, унӑн илемсӗр ӳт-пӗвӗ ҫине, ҫиленчӗк хура куҫӗнчен пӑхма лайӑх мар пекчӗ. — Пурте ҫакнашкал акӑ вӗсем, чи-чи аван, чи ҫепӗҫ тесе тӑраканнисем таранчченех, питӗ лайӑх аттесемпе тимлӗ-кӑмӑллӑ упӑшкасем, — службӑра вӗсем пуртех те ирсӗр, хӑравҫӑ, хаяр, айван тискер кайӑксем пула-пула тӑраҫҫӗ. Никама та тивмерӗҫ хурахсем, ҫаратмарӗҫ, хӑйсен атаманӗ юнӗшӗн пӗр тумлам юн та юхтармарӗҫ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ. Ҫав министрсене пулах мӗн чухлӗ киревсӗр ҫынна аслӑ вырӑнсене лартман-ши, вӗсене хисеппе власть шанса парса, укҫа-тенкӗпе пурлӑх енчен мӗн чухлӗ пуйтарман-ши? Дымов чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ. — Кампа кам ҫапӑҫать вара? Ана римлянсен тӗрӗслӗх турри ячӗпе Паллада тесе ят панӑ. — Эпӗ — пӗтӗмпех куратӑп. Анчах этеме шалтан мӗнле тасатмалла-ха? Кӗсйӳ пушӑ пулсан, чуну ирӗксӗрех таса пулать. Старик ҫине, унӑн ҫакнашкал йӗркесӗрлӗхне пула, ҫав тери ҫиленнипе Ванюша французла та нимӗн те каламарӗ. Ҫилленет? Амӑшӗ йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. — Эх, Андрюха! — терӗ вӑл шӑппӑн, питне пӗркелентерсе, чӗтрекен тутине пӑчӑртаса тытса. — Англие тытса тӑма эпир ҫав териех пуян мар-ха. Кӗтмен ҫӗртенех пырса кӗчӗ Серёжа театра, красноармеецсем хушшинче Устиновича шыраса тупрӗ. Вӑл ҫынсемсӗр, кӗнекесемпе кӑна лӑпкӑн, пӗччен пурӑнасси ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, мӑнастир ҫинчен, вӑрманти хурал пӳрчӗ, чугун ҫул будки ҫинчен Перси ҫинчен тата ӑҫта та пулин хула хӗрринче ҫӗрлехи хуралҫӑра пурӑнасси ҫинчен шухӑшлатчӗ. Курӑксемпе тӗмесенчен тыткаласа эпӗ чуллӑ ҫӗр ҫине хӑпартӑм. Телее пула тата храм айне чылаях тарӑн шӑтарса кӗнӗ. Тӗттӗм, пӑч-тӗттӗм пулӗ ман пӳртӗм: вӗрене йывӑҫран тунӑ пӳртӗм пулӗ, мӑрйи вырӑнне, ҫийӗнче хӗрес ларӗ!» Кам пусмӑрларӗ манӑн Евдокие? Галя повӗҫе темиҫе кун хушши Корчагина вуласа пачӗ. Вӗсемпе пӗр хваттерте Алексеевсен ҫемьи пурӑнать. Вӗсем хӑранипе хытӑ чупса малтисене тата хӗссе пынӑ. Айӑпӑн усал шухӑшӗсем пурте ялан ҫав юпасем ҫумне ҫапӑнса саланса каяҫҫӗ те, чулӗсене савас килмест. Терёха Жигаловӑн, — терӗ Петро. — Повар ун ҫинчен пӗлмест-ха, илтӗм те килтӗм… — Ухмах эппин! Ман положенире пулнисем яланах вара хӑйсене лӑпкӑн, нимӗн те пулман пек тытма пултарнипе мухтанаҫҫӗ, анчах та, тӳррипех калас пулать, эпӗ хама ун пек кӑтартаймарӑм. — Ну, Иван, санӑн кунта ним ӗҫ те ҫук, эпир халь хӑнасене кӗтетпӗр — кай! Катя икӗ аллине те корзинкӑпа пӗрле чӗркуҫҫисем ҫине хучӗ те, пуҫне усса нумайччен Аркадий хыҫҫӑн пӑхса ларчӗ. Пӗрре окружком партбюровӗнче ун ҫумне ватӑ подпольщик, округри сывлӑх хӑйӗн пуҫлӑхӗ Бартелик пырса ларать. — Ахаль кӑна, Давыдов юлташ… — Манӑн та ывӑл пур. Гек пӑхрӗ те, унӑн чӗри хӗпӗртесе кайрӗ. — Ҫеҫке-и е ҫеҫке мар-и те унта — ку вӑл пач урӑх япала. Ҫавӑнпа та вӑл ывӑннине пӑхмасӑрах пӗр-икӗ кун тусем хушшинче ирттересшӗн пулса часрах ҫула тухса кайма шутларӗ. Сан пупу хӑвна мӗнле пули-пулмие вӗрентнине часах курӑн. Эпӗ сире ӗнентерсех калатӑп: тепӗр ҫирӗм ҫултан уйсенче йӑрансем анчах юлаҫҫӗ, акма вырӑн та пулмасть. Антонина Васильевна тарӑхнипе аллине шарт ҫапса илчӗ. Хыҫран хӑвалама тытӑнсан? Эпӗ тӳсеймерӗм те хама пурӑнма пит кансӗрри ҫинчен, ун ҫинчен лайӑх мар калаҫнисене итлеме пит йывӑрри ҫинчен калама тапратрӑм. Негрсем нумай пулин те, ку пӳлӗмре карчӑк хӑй йӗрке туса тӑрать, унта час-часах ҫӗлесе ларать, Библине те ялан тенӗ пекех унта вулать. Ривэра юлашки хут ҫапнӑ вӑхӑтра судьепе капитан иккӗшӗ те ун патне пынӑ. Хӗрарӑмсем ӑна е пӗҫернӗ, е шаритленӗ, унтан ӑна вӑрӑм та ҫинче татӑкӑн касса хӗвел ҫинче типӗтнӗ. — Итле-ха, Том! Эсӗ яланах манӑн тус пулнӑ. Сисмен хушӑрах каҫ тӗттӗмӗ хупласа лартрӗ. Хӗвелӗн ҫаврашки горизонт хыҫӗнче пытанчӗ. Пашута урайӗнчен таптаса лапчӑтнӑ шлепкине илсе, арпашса кайнӑ пуҫӗ ҫине тӑхӑнчӗ, анчах диван тӗлӗнчи тӗкӗр ҫине пӑхсан:— Епле чаплӑ королева! — терӗ. Ненец темиҫе минутран брезент илсе килчӗ, — вӑл Таймырта тупнӑ кимӗ брезент пулнӑ пулмалла. Унӑн суранӗсем курӑнман, анчах та машинӑна хӑвӑрт пынӑ ҫӗртех снаряд лексе канавалла ывӑтсан, вӑл кӑкрипе руль ҫине тӑрӑннӑ пулмалла, ҫак самантра кабина ванчӑкӗсем ӑна баранка ҫумне хӗстерсе лартнӑ. Виҫҫӗмӗш ачин, Илюшӑн, пичӗ-куҫӗ нихӑш енчен те уйрӑм паллӑ мар: курпун сӑмсаллӑ, тӑрӑхла питлӗ, куҫӗсем хӗсӗк; пӑхсан, вӑл чирлӗ ҫын иккенни тата темшӗн йӑлтах шухӑшласа, кӳренсе ҫӳрени курӑнать. Тахҫан вӑл, чӑн та, ҫар пуҫӗ пулнӑ тесе те калаҫкалатчӗҫ, анчах хӑйӗн ҫылӑхне каҫарттарма мӑнастире килнӗренпе нумай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Цанко ун енне хӑра-хӑра пӑхкаларӗ. Вӑл кӑвайт патӗнче анӑрашса выртнӑ хушӑра эпир васкавлӑн урӑх председатель суйласа хутӑмӑр — мана суйларӗҫ. Унӑн ҫийӗнче блуза евӗр шалпар шурӑ пальто; ҫинҫе мӑйне сенкер тутӑр ҫыхнӑ, лӳчӗркенсе пӗтнӗ улӑм шлепки хӑй ҫумӗнче, курӑк ҫинче йӑваланса выртать. Ун ури айӗнче, таҫта аялта, питӗ тарӑнра, пӗчӗк вуткуҫӗсем сарлакан та йӗркесӗррӗн сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫапла каласа вӑл чӳлмексемпе фляжкӑсене ҫапа-ҫапа ҫӗмӗрме тата ывӑта-ывӑта яма тытӑнчӗ. — Эсир чирлӗ-и? —терӗ вӑл, ман ҫине тинкерсе пӑхса. — Феррари полковник, эсир турра ӗненетӗр-и? Пӗр ҫӗрте колибри «тӗссен патши», тепӗр тӗлте «Ҫӗр ҫинчи чечеке ачашлама вӗҫсе килнӗ тӳпе чечекӗ». — Ку аван мар… ҫавнашкал ҫине тӑрсах ответ ыйтни. Яка карлӑклӑ, илемсӗр те хулӑн тата мӗн авалтанпах ҫирӗп пусмасем, ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ чӳречесем, шыв юхтармалли тӑхлан трубасем, пулӑ шӑммине аса илтерекен шпиллӗ ҫивӗч готически ҫивиттисем, — чи малтанах куҫа ҫаксем курӑнса каяҫҫӗ. — Кала-ха тархасшӑн, — тесе ыйтрӑм эпӗ Полутыкинран каҫхи апат ҫинӗ вӑхӑтра: — санӑн Хорь мӗншӗн ытти ҫынсенчен уйрӑм пурӑнать? — Парӑр ӑна кунта; эпир ун ҫинчен сюртука хывӑпӑр та — ӑна сӑтӑрма пуҫлӑпӑр. — Кунта вӗсем уйӑрӑлса кайнӑ, — тенӗ сунарҫӑ, каллех чарӑнса тӑрса, хӑй тӑнӑ вырӑна тӗллесе пӑхса. Голована курсан, ялӗпех ҫӗлӗкӗсене хывса пуҫ тайма васкаҫҫӗ; хӗрсем вара, чи ҫамрӑккисем, «ырӑ кун» тесе пуҫ таяҫҫӗ. Пӗр хушӑ вӑл, Давыдов ҫине айӑкран йӗрӗнсе пӑхкаласа, ним чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан сасартӑк хура сатин юбкине хӑвӑрт хыврӗ те приказ панӑ пек каларӗ: — Хывӑн! Ту, ту вӗҫсе килет… Анчах ӑнланӑн-ши эс, ачам? Кунта, мӑн ҫулсем хӗрринчи симӗс улӑхсенче, вӑрмансемпе шурлӑхсенче ун чух ҫӗмӗрӗлнӗ машинӑсем хуть мӗнлисем те темӗн чухлех пулнӑ. Вара шарламасӑр тӑтӑмӑр. Ҫак вӑйлӑ ҫын хутшӑнни ушкӑна тата ытларах хавхалантарчӗ. Халӗ пурне те ҫырма пултараймастӑп, — юрамасть. Эпӗ чӑнласа калатӑп. Вӑл хӑйӗн суккӑрла сӑн-питне ывӑҫ тупанӗсемпе хыттӑн сӑтӑрать, хытӑ ҫӳҫӗ хуллен ҫӑтӑртатать; пырӑнче унӑн, таҫта шалта, ҫӗмрӗк хӑнкӑрав шӑкӑртатнӑ пек, кулӑ янтӑрать. Анчах Елена телейне пула, Берсеневпа Шубин искусство ҫинчен тавлашма пуҫларӗҫ; вӑл вара кӑшт аяккарах шуса ларчӗ те вӗсем калаҫнине ыйхӑ витӗр кӑна итленӗ пек пулчӗ. Вӑл халь анчах ку вӑхӑтра, славянофил тумтирне хывса, шукӑль костюм тӑхӑнса чей ӗҫме аннӑччӗ. Ӗнер анчах вӑл хӑй патне тӑратнӑ ҫынна хӑй кӗпе-йӗм нумай илсе килнипе тӗлӗнтерсе пӑрахнӑччӗ, сасартӑк халь акӑ ӑна юлташсем пӑрахса каяҫҫӗ! Ҫаврӑнса пӑхатӑн Карл Иваныч ҫине, — вӑл пур, ним пулман пекех аллине кӗнеке тытса ларать. Вӑл сӑн-питрен улшӑнса ларчӗ, ыйтать: «Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ халь, Пантелей? Дубцов кулса ячӗ: — Лайӑх хуҫасем! — Ан пӑс пирӗн праҫнике! Вӑл Ульянӑна хыттӑн чуптурӗ те тухса кайрӗ. …Ҫӑварни эрнинче Ерданская Алексее хуларан ҫуна ҫине вырттарса илсе килчӗ — ӑна тӑнтан яриччен хӗнесе, тумтирӗсене ҫуркаласа пӗтернӗ. — Эсир пӗлетӗр вӑл мӗнле ҫын иккенне. Ӗлӗк-авалхи замоксем, ҫав вӑхӑтрах крепоҫсем вырӑнӗнче шутланаканскерсем, ҫирӗплетсе ҫав лагерьсем тунӑ поселоксем, тӑшмана улталаса тытас шутпа картасем хӳсе ҫавӑрнӑ фермӑсем, тарӑн канавсемпе е ҫӳллӗ хӳмесемпе хӳтӗленнӗ уйрӑм ҫуртсем — ҫаксем пурте республика ҫарӗсене аташтарса яракан вырӑнсем! — Сирӗн хӑтланӑвӑрсем-ха вӗсем, пӗтӗмӗшпе илсен… — касса татакан сасӑпа малалла тӑсрӗ Шульгович, — Пӗлтӗр акӑ эсир, ҫулталӑк та службӑра пулма ӗлкӗреймесӗрех, тӗслӗхрен, отпуск пама ыйтсаттӑр. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче мар, ҫапӑҫу умӗн ытларах шухӑшлама тивӗҫ вӑл. Эпӗ вара ӑна пӗтӗмпех — хамӑр ҫула тухса килни ҫинчен тата хамӑр тӑрса юлнӑ асаплӑ самант ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Тепри тӳрӗ те ӑслӑ кӗнекесен святой сывлӑшӗ ӑшне кӗрсе тухнӑскер, куллен-кун пулакан хӑрушӑ япаласен ҫӗнтерӳллӗ вӑйне астуса тӑрса, ҫав вӑй ҫӑмӑллӑнах унӑн пуҫне татма пултарнине, вараланчӑк ура тупанӗпе пусса чӗрине лапчӑтса хума пултарнине сисетчӗ, вара кирек мӗнле тавлашма та, ҫапӑҫма та хатӗр пулса, ват шӑлӗсене ҫыртса, чышкисене чӑмӑртаса пит хыттӑн хирӗҫ тӑратчӗ. Унӑн ылханне ман чунӑм кам пехиллӗхӗ ҫинчен илӗ? Луиза Пойндекстер урӑх ним тума та пӗлмен, Аламо хӗрринелле каймалли ҫеҫ юлнӑ. Чӑн та, вӑл халӗ тин ҫеҫ утма пуҫлакан пӗчӗк ача евӗрлӗ пулчӗ. Ун пек ача хӑй утма пултарасса сисет, анчах хӑй тайӑнса тӑракан стенаран уйрӑлса кайма хӑрать. Ҫакӑн валли ҫур ҫуллӑх чӑтӑмлӑх пухмалла ҫеҫ, ҫак курупкара лармалла та… — Мӗншӗн тесен урӑх калаҫма кирлӗ мар тесе шухӑшлатӑп эпӗ! — сасартӑках ҫилленсе ӳкрӗ Корчжинский. Сулахай енче пырать. Тӑшман хушшинче лайӑх паника пулни — наступлени тӑвакан енӗн икӗ тулли дивизийӗ тӗшне тӑрать. «Пӑх-ха эс ӑна, такӑшӗ хӑтланнӑ ӗнтӗ, мӗнле михӗсене ҫул ҫине пӑрахса хӑварнӑ! — терӗ вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа. Ҫуралнӑ ачи патне пӗшкӗнсе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса тӑракан турамӑшӗн сӑнӗ лӑпкӑ та ачаш пулни, турӑ евӗр ачан тем япала курнӑ пек инҫете пӑхакан куҫӗсенче, пысӑк ӑс-тӑн пулни, ачаран тӗлӗнсе ун ури патне чӗркуҫленнӗ патшасен чаплӑ сӑнӗ тата картинӑра сисӗнсе тӑракан шӑплӑх — ҫаксене пурне те килӗшӳллӗ, илемлӗ те вӑйлӑ тунӑ, ҫавӑнпа картина кашнинех хӑй патне туртнӑ. — Вӑл манпа калаҫать-и вара? Халиччен ученый, хӑй панӑ сӗнӗве хӳтӗлесе, нумай сӑлтавсене тупса параканччӗ. Таврӑнӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Каютӑра тинӗс шывӗн хӑватлӑ шӑрши сарӑлчӗ. — Ну? — тесе ыйтрӗ Элен, шӑп ҫеҫ хӗрарӑм пек лара-тӑра пӗлмесӗр. — Эсӗ кӗскентерех кала-ха, — тӳсеймесӗр каласа хучӗ Давыдов. Тӗттӗмре вӑл мӗн иккенне те, унӑн тӗсне те уйӑрма ҫук. Власова Весовщиков сӑмахне итлесе пуҫӗпе сулкаласа ларчӗ, ҫав хушӑрах Егорӑн тӑртаннӑ, кӑвакрах сӑн-пичӗ ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илчӗ. — Питӗ аван!.. — Илтетӗн-и эсӗ? — тет хӗрача. Анчах Том Сойер мана шыраса тупрӗ. Вӑл хурах ушкӑнӗ пухать иккен. Эпӗ тӑлӑх арӑм патне таврӑнса хама йӗркеллӗ тытма пуҫласан, мана та ҫав ушкӑна илетӗп терӗ. Мана йӗри-тавра кӗтсе тӑракан пысӑк хӑрушлӑхсем ҫинчен пӗтӗм ӑс-хакӑлпа шухӑшлама тытӑнтӑм. Ҫапах та хамӑн мӗскӗн няньӑна, ҫак ҫухату ӑна епле пысӑк хуйхӑ кӳрессине, ун ӗмӗчӗсем татӑлнине, король майри унпа кӑмӑлсӑр пулса ҫиленессине шухӑшласа илсе куҫҫуль шӑпӑртаттармасӑр чӑтса тӑраймарӑм. Акӑ мӗн. Ҫӗр варринче ӑна кӗтмен ҫӗртен ашшӗ сасси вӑратрӗ. — Эпӗ сана чӗнетӗп, Аврагэм Грэй, санпа калаҫатӑп, — терӗ капитан. Часах вӗсем ыттисене хуса ҫитнӗ те, тепӗр темиҫе минутранах юр ҫинчи тӗлӗнмелле йӗр ҫине тухнӑ. Йытӑсем юра шӑршланӑ, хӑр-хар харкашса илнӗ те, ҫӑмӗсене шӑрт пек тӑратнӑ. Халӑх ушкӑнӗ пӗр кулӑпа кулса илчӗ. — Чорбаджи, мӗн эс, суккӑрлантӑн-им? Хунарна пар! Мӗнле крига шухӑшласа кӑларнӑ пуль, паллӑ мар! — каласа пӗтерчӗ те Ванюша хӑйӗн сӑмахне, ҫаврӑнса тӑчӗ. Воздвигни руце твои на гордыню их в конец!» Тинӗсе? Вырса пуҫтарнӑ хирте те, йывӑҫ темисемпе хупланнӑ тӳпемрех вырӑнсенче те — тем чухлӗ салтак ӗҫлет. — Итлӗр-ха мана, — терӗ Джемма, унӑн чӗтрекен аллисене чӑмӑртаса. Апла туни суд тӑвас ӗҫрен парӑнни, преступлени туни пулӗччӗҫ. Пӗрмаях такӑнкаларӑмӑр эпир ҫав хӳмесем патне ҫитеспе, вӗсенчен чи хӑрушӑ вырӑнӗ «Николай Антоныч» ятлӑччӗ. Маякин тутисене чӑпӑлтаттарса илнӗ те, кичем сасӑпа тӑстарса:— Мӗнле ту-ун-ката эс! Юлашкинчен вӑл кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапла каларӗ:— Гек, Мефф Поттер нимӗн те пӗлмест вӗт-ха… Вӑл чылай йӗркеллӗ хутах ҫырса ярать, анчах каярахпа вӑл та ҫителӗклӗ пулманни курӑнать. Рита чавси ҫине ҫӗкленчӗ. Сӳнӗк, ӑмӑр куҫӗсем малалла, тӗкӗр ҫинелле, тӳп-тӳррӗн, хускалмасӑр пӑхаҫҫӗ. — Ман кӑмӑла кайман пекех, вӑл сирӗн кӑмӑлӑра та каймӗ, тесе эпӗ малтанах шухӑшланӑччӗ. Ну, яра пар, хисте ачасене. — Ҫав таканласа хӑтланас ӗҫе хам каялла тавӑрӑниччен хӑварар луччӑ. Эпӗ кухньӑра ларсах вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлерӗм. Долинник ҫак кулӑшла ӗҫ пулса пынине куҫӗсене чарса пӑрахсах пӑхса тӑчӗ. Пӑлханса кайнипе унӑн шыҫмак питҫӑмартийӗсем тата сӑмси ҫинчи пысӑк шӗпӗнӗ тӑрлатсах чӗтреҫҫӗ, пӗркеленчӗк пичӗ-куҫӗ тӑрӑх татти-сыпписӗр тар шӑпӑртатса юхать. — Йыттисем пур — вӗсем те вӗрмеҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ Воропаев. Николай Артемьевич каллех Анна Васильевна ҫине пӑхса илчӗ, — ку хутӗнче кулса, тӑрӑхласа пӑхрӗ. Унтан та ытла антиклерикал пуррине пӗлместӗп эпӗ. Эсӗ, Макар, акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑх: эсӗ мана сӗтӗрӗнчӗк терӗн, кӗҫех эпӗ сире иксӗре те туя чӗнме хатӗрленетӗп пулсан, хальхи вӑхӑтра епле сӗтӗрӗнчӗк пулатӑп-ха эпӗ?.. — Мана ӑнланатӑр-и эсир, Эдуард? Сана вара мӗн тума тӑратнӑ поста, Пахоруков? Эпӗ ун хыҫҫӑн вӗҫтертӗм. Кивӗ пӗрене купи тӗлне ҫитсен, атте ун ҫинчен сиксе анчӗ те, мана чӗлпӗрне тыттарса, ҫакӑнта, пӗрене купи патӗнче, кӗтсе тӑма хушрӗ, хӑй вара пӗр пӗчӗк тӑкӑрлӑка кӗрсе ҫухалчӗ. Эпир — колхозниксем. — Эпӗ тата — колхоз председателӗ. Хӗрӗ тутарла пӗчӗк тӗкӗр умӗнче пуҫне тутӑр ҫыхса тӑрать; вӑл Ванюш енне ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах хӑй ҫӑвар та уҫмарӗ. — Ҫав таварне вӑл пӗр хут ҫеҫ мар сутать пуль-ха, мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ, — терӗм эпӗ. — Ӑнлан, пӑчӑ мана! Икӗ кун ҫапла ним туймасӑр выртрӗ вӑл, виҫҫӗмӗш кунне ҫеҫ, хӗвел ҫутти маччари чӳречерен урайне ярӑмланса ӳксен, тӑна кӗчӗ. Мӗнпур турӑсен ашшӗ вӑйлӑ Юпитер пулнӑ, вӑл турӑсене хӑй аллинче тытса тӑнӑ. — Антип тесе чӗнеҫҫӗ мана, аттеҫӗм. Тусанлӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр ун ҫийӗн ҫывӑхрах-ҫывӑхрах ҫунать. Салтаксемшӗн тӗслӗх пулса, плащне пӗркенсе, илемлӗ пуҫне чул ҫине хунӑ та, ҫӗр ҫинчех, ҫумӑрпа ҫил айӗнчех ҫывӑрнӑ. Ҫичӗ кун реххетленнӗ вӗсем юратупа, ҫаплах киленсе тӑранайман. — Вӑл сӑмахне каласа пӗтереймесӗр чарӑнчӗ. Анна Михайловнӑн вара?.. Ҫак тӗттӗм пӳлӗмре эпӗ пӗчченҫи чылаях тӑтӑм, кунта картишне тухмалли тата коридора кӗмелли алӑксемсӗр пуҫне, питӗрсе хунӑ тепӗр алӑк пур, эпӗ ку ҫурт кичем пулнинчен кӑштах тӗлӗнтӗм, ҫав вӑхӑтрах ют ҫӗршыва кайса ҫӳренӗ ҫынсен ҫакнашкал пулмалла та, ахӑр, тесе шутларӑм. Тараса ҫине васкасах тырӑ тултарнӑ михӗсене пыра-пыра ывтӑнтараҫҫӗ, лавсем умлӑн-хыҫлӑн ҫитсе чарӑнаҫҫӗ, казаксемпе хӗрарӑмсем тырра михӗсемпе те, чӗрҫиттисемпе те йӑтаҫҫӗ, ҫӗрте те, кӗлет умӗсенче те тӑкса пӗтернӗ тырӑ темӗн чухлех сапаланса выртать… Э-э-э, кун пек ӗҫ тухмасть, тетӗп. Лилипутири чи пысӑк йывӑҫсем те ҫичӗ футран ҫӳлӗ мар. Эпӗ королӗн пысӑк паркӗнчи йывӑҫсем ҫинчен калатӑп; вӗсен тӑррине эпӗ алла тӑссан аран-аран ҫитереттӗм. Полли мӑнаккӑшӗ арҫын ачана ачашлама тытӑнчӗ, ҫавӑнпа Гек пушшех вӑтанса кайрӗ. — Эпӗ сирӗн ҫинчен мар. Эпӗ леш тӗнчере ку тӗнчери пек лайӑх ҫынсем ҫук пулӗ тесе шутлатӑп… Ҫул аяккинче — вилтӑпри тӗмески. Малтанхи юр ӳксен, ҫӗрле хам пурлӑха чавса кӑлартӑм, хутора илсе килтӗм те ют ҫын пахчине, ватӑ йӑмра хӑвӑлне пытартӑм. — Ҫирӗп… Йӗри-тавра ҫара курӑк ӳссе ешерет, вырӑн-вырӑнпа gastrofolium горизонтри тӗтре юханшыв ӑҫтан юхнине аванах кӑтартрӗ. Ҫав вӑхӑтра Миките лаша тӑварнӑ. Эпӗ унтан хут-ҫӗлен тума шухӑшласа хунӑччӗ. Хале акӑ, Бопре ҫывӑрнине пула, ҫак ӗҫе тытӑнтӑм. Пакурсем борт хӗррипе шуса пынӑ, вӗсем, шӑл шатӑртаттарнӑ майлӑн, пӑрахут ҫумӗпе чакӑртатса сас панӑ. Сасартӑк Вася тӳрленсе тӑчӗ те, тӗксӗм куҫӗсемпе таҫта пӗр пӑнча тӗллесе, хӑлхине тӑратрӗ. Маркиз Гальмалона палласа илчӗ. — Эпӗ! — терӗ Айртон пӑлханса кайса, анчах та ҫирӗп сассипе. Лӑпкӑ выртӑр, ҫывӑрма пултаратӑр пулсан ҫывӑрма тӑрӑшӑр. Фома ҫак сасӑсене итленӗ, вӗсем унӑн чунӗ ҫине йывӑр япала пек выртнӑ. Эпӗ хамӑр хулара мирлӗ вӑхӑтрах вӑрттӑн ҫар сучӗ тума ирӗк памӑп. «Каскӑпа ҫӳренӗрен пулмалла, — тенӗ Волошин хӑй ӑшӗнче. Грэй — хӗвеланӑҫ енне. — Мӗн тума, Джон? — Суротенко, комбат юлташ. Эпӗ лашана хӑвӑрттӑн ҫӑварлӑхларӑм, хырӑмайлӑхне хытарса лартрӑм та, каллех ӳсӗр эшкер витӗр тухмалла ан пултӑр тесе, ҫаврӑнӑҫ ҫулпа вӑрманалла вӗҫтертӗм. Вӑл питӗ лайӑх ҫын, манпа питӗ ӑшшӗн калаҫрӗ, — терӗм эпӗ, хам мӗн калани князь мана кӗҫӗне хунинчен килменнине тусӑма систересшӗн пулса, анчах, — тӑсрӑм эпӗ малалла, — мана та князь патӗнче мӗскӗнле йӑпӑлтатса пурӑнакан княжнӑпа пӗр карта лартма пултараҫҫӗ вӗт, ку вара ҫав тери япӑх. — Апатланнӑ, тавтапуҫ. Улпутланса пурӑнтӑр — ҫитет, халӗ ӗнтӗ хӑр-хар кӑшкӑрса тӑкмасӑр калаҫас пулать. Кунта ӗнтӗ уй-хирсем анлӑрах, ҫӗрӗ те пирчерех, ялсем нумайрах, хутӑш вӑрмансемпе ращасенче — ҫӳреме кӑмӑллӑ, ҫутӑ. Лӑпланма терӗн-ха унта, кам пӗлет, тен шӑп кӑна ҫак минутра Бен Джойс унӑн яхти ҫине кӗрет, тен тата «Дункан» якӑрне илсе хӑйне вилӗм кӗтсе тӑракан Туфольд бухтине ярӑнса пырать! — Кирлӗ-и? Старикӗн яланах пӗр тӗле перекен сӑмахӗсем часах хӑйсем мӗн тӑвас тенине туса ҫитернӗ: Фома, вӗсене итлесе, пурнӑҫ тӗллевне шайласа илнӗ. Дениска кӗҫҫе патне хӑюсӑррӑн пычӗ те хӑй валли сарӑхнӑ пилӗк пысӑк хӑярпа кӗл ҫинче пӗҫернӗ ҫурӑк хупӑллӑ икӗ хура ҫӑмарта суйласа илчӗ (хӑярӗсене пӗчӗкреххисемпе симӗссисене илме вӑл именчӗ), унтан, тӑснӑ аллинчен такам ҫапасран шикленнӗ пек, пӳрнисемпе пӗчӗк кукӑле перӗнчӗ. Ыйткалакансене шпионсем теҫҫӗ. Эпӗ хамӑн мӗн тумаллине те пӗлмерӗм. Малтанхи хут ҫитсе чарӑннӑ вырӑна пыма хӑрушӑ. Ҫавӑнпа эпӗ ҫурҫӗр еннелле кайрӑм, ҫил пулманнипе манӑн кӗсменсемпе ишмелле пулчӗ. Кӗпи аркине вӑркӑштарса, хӑв патӑнтан таҫта паллӑ мар ҫӗре тухса кайиччен, санӑн хӑвӑн Лушкӑна намӑслантармаллаччӗ, эпӗ намӑссӑр тесе мана хам карчӑк та нихҫан та каламан. — Ывӑлӑра илсе килӗр, — терӗ карчӑк, — пӑхӑп, кӗпе-йӗм ҫуса парӑп, хӑвӑра сире йывӑр вӗт! Вӑл пултаруллӑ офицер пулас: ку ҫапла пулни унран килекен донесенисенчех курӑнса тӑрать. — Йӗпенсе пӗтрӗҫ, ҫухалчӗҫ, — терӗ вӑл васкавлӑн. Пӗр телей анчах пур: кам телейлӗ, ҫав тӗрӗс», — мӗлтлетсе илчӗ Оленин пуҫӗнче; вара вӑл хӑй те кӗтмен вӑйпа хитре Марьянӑна ҫавӑрса тытрӗ те тӑнлавӗнчен тата питҫӑмартинчен чуптурӗ. — Питех те пулма пултарать, сэр, — ответлерӗ ӑна капитан Смоллетт. Унӑн пичӗ тӗлкӗшсе ҫунса тӑрать, урисем ниҫта та хӑйсем валли канӑҫлӑ вырӑн тупаймаҫҫӗ, куҫӗсене ыйхӑланӑ, ӗшеннӗ чухнехи нӳрек хупласа илнӗ тутисем ирӗксӗрех уҫӑлаҫҫӗ, кӑкӑрӗ йывӑррӑн та ҫӳле ҫӗкленсе сывлать. Инсаров кӗтмен ҫӗртен чарӑнса йӗри-тавра пӑхса илчӗ… — Тепӗр виҫӗ мильӑран эпир ҫак хӑрушӑ айлӑмран тухса хӑрушсӑр вырӑна ҫитӗпӗр. — Ҫук, илтмен. Эпӗ юриех центртан инҫерехри урамсене каяттӑм: центртисенче хунарсем нумайччӗ, мана хуҫасен палланӑ ҫынӗсем курма пултаратчӗҫ, вара хуҫасем эпӗ ҫӗрлехи кӗлӗ вӑхӑтӗнче утса ҫӳренисене пӗлме пултаратчӗҫ. Эпӗ хыҫалти сак ҫине лартӑм та ҫав икӗ пӗлмен ыйтӑва пӑхса тухма тытӑнтӑм; анчах шавлӑ пӳлӗмре вӗренме хӑнӑхманни, вӑхӑт ҫитмессине хам сиссех тӑни мана мӗн вуланине ӑнкарма чӑрмантарчӗҫ. Ассӑн сывласа илсе, вӑл кӳренӳллӗн мӑкӑртатрӗ: — Сан ҫине ухмахсем пырса тӑрӑнаҫҫӗ те, санӑнах вӗсемшӗн турӑ умӗнче ответ тытас пулать… Сасӑланӑ хыҫҫӑн, Шырланпуҫри ячейкӑ коммунисчӗсем, вырӑнтан тӑрса, ӑна алӑ ҫупса саламлама тытӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн пухура пулнисем пурте тӑчӗҫ, ӗҫпе хытнӑ аллисене васкамасӑр, хыттӑн хаплаттарса ҫупрӗҫ. Утсем пуҫа чиксе тӑраҫҫӗ, хушӑран кӑна чӗтренсе илеҫҫӗ. Раща хӗрринчи тӗттӗм те ансӑр ҫул тӑрӑх тур лашапа мужик юрттарса пырать; сулхӑнпа пырать пулин те, вӑл пӗтӗмпех, хулпуҫҫи ҫинчи саплӑкӗ таранах, лайӑх курӑнать, лаша урисем ҫӑмӑллӑн та уҫҫӑн мӗкӗлтетеҫҫӗ; хӗвел пайӑркисем раща ӑшне кӗреҫҫӗ те, чӑтлӑх витӗр йӑлтӑртатса тухса, ӑвӑс вуллисем ҫине ҫав тери ӑшӑ ҫутӑ сапаҫҫӗ, вӗсем хыр вуллисем пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫулҫисем кӑвакарса каяҫҫӗ, вӗсен тӑрринчи тӳпене хӗвеланӑҫӗн кӑштах кӗренленнӗ шупка-кӑвак тӗсӗ хӑпарать. Ача аллине тӑсрӗ те, унта нимӗн те ҫуккине кӑтартрӗ. Эпӗ нимӗн те калаймарӑм, мӗншӗн каламаллаччӗ-ха тата? Герцог мӑкӑртатма тытӑнчӗ: «Ылтӑн хутаҫҫине илнипе те ҫырлахмалла, унтан ытла хапсӑнмастӑп, тӑлӑхсене пӗтӗмпех ҫаратас килмест», — тет. Хирӗҫ шӑхӑрни илтӗнчӗ, вара вӑл юлташӗсем патне пырса тӑчӗ. Чӑнах та ҫапла — вӗсем тулашса хӑтланаҫҫӗ. Мӗнле те пулин мыскара шухӑшласа кӑлармалла. — Андрей, палламастӑн-им? — пӑшӑлтатрӗ Мересьев, хӑй пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтреме пуҫланине туйса. Ермолай вӑл питӗ тӗлӗнмелле ҫын: кайӑк пекех шухӑшсӑр, калаҫма юратать, типтерсӗр, ҫиелтен пӑхма лӳппер пек туйӑнать; ӗҫме питӗ юратать, пӗр вырӑнта пурӑнаймасть, урисене сӗтӗрсе утса ҫӳрет, тайкаланса урисене сӗтӗрсе утсах талӑкне аллӑ ҫухрӑм кайма пултарать. Эс хӑҫан килтӗн кунта? Аслӑ учитель акӑ Михалаки Алафрангова кӗнеке тӑсрӗ те хӗрачасенчен ыйтса пӗлме хушрӗ. Михалаки, француз чӗлхипе экзамен ирттерӗп тесе, халь хушнӑ ӗҫрен пӑрӑнчӗ. Сивӗ Кӳрекен мана пӗтересшӗн пулнӑ, мана ҫулран ҫӗтерсе пӗр вырӑнтах шӑнса виличчен тапӑртаттарса тӑратасшӑн пулнӑ. Кунтан пӑхсассӑн, ҫӗр хута каннӑ хӗвел Ржев тӑрӑхӗнчи сӗм вӑрманлӑхсем ҫийӗпе епле хӑпарса килнине Лопуховсем ялта никамран малтан курма пултарнӑ. Вилнӗ-ши вӑл? Аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн кӑна юлсан, вӑл хуллен кровать ҫине ларчӗ, ӑна пур енчен те хӗрес хыврӗ те, пире курӑннӑ тӑрӑх, хӗнпе — мӗншӗн тесен вӑл питне пӗркелентерчӗ — пусма кӗпе айӗнчи асап кӗпине туртса тӳрлетрӗ. Акӑ вӑл, вӑрман хӗрри. Акӑ, ун хыҫӗнче, инҫетре,. аэродромӑн сип-симӗс лаптӑкӗ курӑнса кайрӗ. Эпӗ кукамая аса илсен, вара лайӑх марри кӳрентерекенни пурте — мантан аяккалла сирӗлет, улшӑнса каять, пурте интереслӗрех, кӑмӑла каймалларах ҫынсене лайӑхрах та юратмалларах пулса тӑраҫҫӗ… Пуҫсӑр юланут уҫланкӑналла уттарса пынӑ, уҫланкӑ тепӗр пуҫӗнче пирӗн юланутсем чарӑнса тӑнӑ-мӗн. Эпӗ оранжерея ишӗлчӗкӗ ҫине улӑхрӑм — умра инҫетри хире куртӑм, хам Зинаидӑпа тӗл пулнине аса илтӗм те шухӑша кайрӑм. Ҫырма хӗррине анар. Унта пире никам та кансӗрлес ҫук», — терӗ Швабрин. Акӑ вӑл, Воропаев… Хушӑран-хушӑран чарӑна-чарӑна тӑчӗ, ман ҫине хуйхӑллӑн пӑха-пӑха илчӗ. Анчах инҫетре ҫав-ҫавах, паҫӑрхи пекех, тинӗс йӑлтӑртатса выртать, хумсем ҫинче те паҫӑрхи карапах. Эпир малалла хӑвӑрт каятпӑр пулин те, вӑрҫӑ пӗтиччен тепӗр сухал ҫитӗнсе, ман сӑнсӑрлӑха хупласа лартӗ, тесе шутлатӑп. Анчах Гаврила чӑтрӗ, пӑспа ӗҫлекен машина пек хашкарӗ, нимӗн те шарламарӗ, Челкаш ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑха-пӑха илчӗ. Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлине чавса кӑларчӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлин ҫӑкӑр пурччӗ. Эсӗ Варварӑсӑр ачасемпе халран каятӑн вӗт! Поезд ҫинчен ансанах эпӗ ямщик кӳми ҫине лартӑм та «Шотланди» ҫине килтӗм. Кулленхи пекех, вӗсем тавлашма тытӑнчӗҫ. Ҫак самантра алӑк умӗнче сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын курӑнса кайрӗ, вӑл хӗвелпе пиҫнӗ сӑн-питлӗ, хулӑн пальто тата лутра клеёнка шлепке тӑхӑннӑ. Тӑшмана ҫак чӑтлӑхсене пырса кӗме хӑрушӑ пулнӑ. Вырӑс чиновникӗсенчен пӗр будочник чухонец Юрко ҫеҫ пулнӑ. Пысӑк чинлӑ пулмасан та, ӑна хуҫа пысӑк хисеп тунӑ. — Аксель, мӗскӗн Аксель, тӳс! Тӗттӗм, темле ҫырмасем пур. Эх, ылханлӑ йӗрӗнчӗксем, хирӗҫ пуласчӗ часрах вӗсемпе! — ҫапла каларӗ те куҫӗ ҫине анса ларнӑ красноармеец шлемне чӗтрекен аллипе тӳрлетсе лартрӗ. …Сывӑ пул, тӑван хула, сӑнсӑрскер, пылчӑклӑскер, илемсӗр ҫурт-йӗрлӗскер, путӑк-шӑтӑклӑ шосселлӗскер! — Ҫапла, кирлӗ пулать. Хушнине эпӗ сӑмахсӑрах пурнӑҫларӑм. Ҫавӑнтах, савӑннипе, пыра темӗн ҫӑмхи питӗрсе лартнине туйрӗ вӑл. Халь ӗнтӗ поезд ҫине каймалла пулнӑ. Вара — виле такмакӗ пек ӗнерӳллӗ сас тепӗр хут янӑраса илнӗ: — Хӑ-ӑ-ӑ-на! «Геология» — мӗн вӑл? Пире лодкӑпа Чӗмпӗр пристанӗсем патне леҫсе ячӗҫ те, эпир ҫырана тухса типӗнтӗмӗр. Вара вӑл, ӑна кам та пулин урӑххи турттарса каясран пӑшӑрханса, ун ҫумне пралукпа икӗ йывӑҫ бирка ҫыхса хучӗ, биркисем ҫине химически кӑранташпа: «Воропаев полковникӑн хапхи», тесе тирпейлӗн ҫырса хучӗ. Эсир аманнӑ ҫын патне пыратӑр, юнланса, пылчӑкланса пӗтнӗ вӑл, этем майӗ те ҫук, носилкӑпа пӗрлех пыратӑр эсир ун патне. Мур ҫименскер, эсир мӗншӗн дефицита ҫав тери васкаса хушма тӑрӑшнине эпӗ халӗ ӑнлантӑм. «Жирафшӑн» эпӗ пухнӑ укҫана та эсир хӑвӑр кӗсйӗре чикесшӗн пулнӑ, ытти чухнехисене те йӑлтах чикме шутланӑ. «Хам чунтан парӑнса тӑнине пӗтӗм тӗнчене тата ӑна кӑтартассишӗн эпӗ хама хам кирек мӗнле сиен те тума пултаратӑп». Юлашки сӑмахсене Давыдов хӑй Макара шеллени ҫинчен тӳрех каласран ҫеҫ каласа хучӗ. Стенана тӑрӑхри яшма саксем ҫинче Ассири хӑнисем, сивӗрех сӑнлӑ та хура сухаллӑскерсем, ларнӑ; ҫаксем ҫийӗнче хӗррисене хӗрлӗ тата шурӑ тӗрӗсемпе эрешленӗ ҫутӑ оливкӑллӑ тумсем пулнӑ. Козак яланах ҫулсем иртсе кайнӑшӑн пӑшӑрханать, май пулсан, вӑл хӑйӗн мӗнпур пурӑнӑҫне ҫамрӑклӑх туса хурӗччӗ, Тарас куҫ умӗнчен шӑп ҫав каялла тавӑрма ҫук ҫулсем шуса иртнӗ. Титокӑн картишӗнче, Яков Лукич кулаксен конфискациленӗ кӗпи-тумтирне валеҫсе панӑ ҫӗрте, тӗттӗм пуличченех пӗр чарӑна пӗлмесӗр шавласа, кӗрлесе тӑчӗҫ. Анчах халӗ пурте улшӑнса кайрӗ. Мӗншӗн-ха? Пирӗн ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫма ҫитӗ, атьӑр тыр вырнӑ чухне пирӗнтен хӑшӗ хӑш бригадӑна каясси ҫинчен шутлар. — Пӗртак шӑплансан, санчаҫе яра пар, илтетӗн-и? «Витнӗ чӳлмеке кушак тӗкӗнмест», тӗрӗс калатӑп-и, учитель? Музыка ӑна ҫӳҫентернӗ, ҫавӑнпа вӑл унталла-кунталла чупкаласа, уласа янӑ. Халӑх пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, Корытов каланисене те питех тимлесе итлемерӗ. Хӗрарӑмсем ун сассипе музыкӑна мухтаса илчӗҫ, анчах пуринчен ытларах вӗсем вырӑс чӗлхин ҫемҫелӗхӗпе янравлӑхне мухтаса, сӑмахне куҫарса пама ыйтрӗҫ. Аяккинчи урамсемпе пӑралуксене эпӗ кӗреймерӗм, вӗсене ҫӳлтен анчах куртӑм. Вӗсен сарлакӑшӗ вуник дюймран пуҫласа вунсакӑр дюйм таран. Хӑлхана тӑратрӑм: ку вӑл ҫӗрлехи лӑпкӑ вӑхӑтра кӗсменсем хӑйсен хӑлӑпӗнче хирӗннипе пулакан сасӑ иккен. Тухса каях ху ҫулупа, малашне ҫивчӗрех пул. Ӗҫлеме юратакан Яков Лукич кӗтмен ҫӗртенех хӑй чӗрине лӑплантаракан вӗркӗшӗве, ӗҫпе ӑшталанмалли, яланах мӗн ҫинчен те пулин шухӑшламалли ҫӗре кӗрсе ӳкрӗ. Санин паҫӑрхинчен те ытларах тӗлӗнсе кайрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, намӑс клейми ҫапнӑ Морис Джеральд, ҫын вӗлернӗ тесе айӑпланаканскер, пит йышлӑ пуху умӗнче тӑрать. — Базаров чарӑнса тӑчӗ те: — Ҫитет-и? — терӗ Павел Петровича: — е тата икӗ утӑм хушас-и? Эпӗ шыва ӳкнӗ чухне ҫыранран икӗ кабельтовӑран ытла пулман. Ҫапла вара крушени пулнӑ вырӑн шӑп ҫав тӗлте пулма тивӗҫлӗ. — Унтан эсир, эпӗ хам тивӗҫе пурнӑҫланине ӑнланса илӗр! Ӑна ҫак салху сехетсене хӑй ахалех ирттерсе яма май пулманни асаплантарчӗ. — Эсир ялан пӑсатӑр! — пӳлсе хучӗ ӑна асли, тарӑхса: — мана чӑрмантарма ҫеҫ эсир; калаҫма пӗлес пулать вӗсемпе. Амӑшӗ хуллен кӑна хушса хучӗ: — Ҫӗрӗк япалана тӗртнӗ те — вӑл арканса кайрӗ! Кумӗн сӑн-питӗнче тарӑхни-туни палӑрмарӗ, уншӑн пулсан — хуть килте лар, хуть килтен тухса кайса сӗтӗрӗнсе ҫӳре — пурӗпӗр; вӑл, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те, пушӑ аврипе хулпуҫҫийӗсене хыҫкаларӗ, вара икӗ кум ҫула тухса кайрӗҫ. — Гм! — ӑмлатса илчӗ те банк тытаканни, ҫилленнипе карчӗсене пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла ывӑта-ывӑта валеҫсе ҫаврӑнчӗ. Ҫисе ярӗҫ те пире спаҫҫибӑ та каламӗҫ, мӗншӗн тесен хӑйсене валли ҫав самӑр выльӑха мӗнле пысӑк учреждени хатӗрленине пӗлмӗҫ те вӗсем. Ӗҫсем ҫапла, тӑванӑм! Вӑл ҫак кунсенче хӑйне валли кӗпе тата шӑлавар илме халран кайиччен ӗҫлени ҫинчен каласа пама пултараймарӗ. — Калатӑп сире, халь юрамасть тесе. — Вӑл, паллах, тӗрӗс ӗнтӗ! Ҫапла пулин те вӑл хӑйӗн юлташӗсене чи малтан Ривэрӑна ӗҫ хушма кирли ҫинчен ӳкӗте кӗртнӗ. Мӗн усси пур ӗҫре? Хӗрес паллисем вырӑнче путарнӑ карапсем тата ҫаратнӑ хуласем тӑраҫҫӗ. Германипе пулнӑ вӑрҫӑра, граждан вӑрҫинче унпа пӗрле пулнисене тупма тӑрӑшӑпӑр. Тата хӑратӑп, темерӗн-и? Вӗсем кукӑр-макӑр кукӑрӑлакан коридор тӑрӑх нумайччен утна, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла кайнӑ, ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑксене тарӑнрах та тарӑнрах анса пынӑ. Вӗсем тата тепӗр паллӑ тунӑ та аяккалла пӑрӑннӑ, — ҫӳле тухсан каласа кӑтартмашкӑн татах тӗлӗнмелле япаласем шыраса кайнӑ. Пуҫӗ ҫав тери шыҫса кайнӑ та, сомбрэро ун ҫинче пит хытӑ ларатчӗ. Ҫырана ҫитме инҫе-и, — тесе ыйтрӑм та штурманран, инҫе мар, тата ҫирӗм ултӑ минутран ҫитме пулать, терӗ мана. Тӳссе тӑраймарӗ, пулӑшма хӑй чупса тухрӗ. Леноре фрау вырӑс чӗлхипе Итали чӗлхин тӗлӗнмелле пӗрпеклӗх пуррине палӑртрӗ. Эпӗ час-часах аса илетӗп кӗввине… Хӗстерсе илнӗ чӗре клещӗсенчен аллине аран-аран кӑларкаласа илсен, Паганель силач-начальникпе хӗрсе кайсах калаҫма пикенчӗ. «Ҫук, ман ҫӑхан пулса выляс килмест! — терӗ ывӑнса ҫитнӗ хӗр. Акӑ мӗншӗн лӑпкӑ пулнӑ, нумай туртнӑ, тӗлӗнтермӗш сӑмахсем калаҫнӑ иккен вӑл. Укӗнӗҫлӗ тата темле аван мар туйӑмсемпе асапланнӑ май, Давыдов шӑналӑк ҫинче сапаланса выртакан картсем ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ, унтан темшӗн сасартӑк хӑй граждан вӑрҫи ҫулӗсенче «очколла» выляма юратнине аса илсе, ҫапла шухӑшларӗ: «Ытлашши пулчӗ манӑн! Вун ултӑ очко ҫине татах вуннӑран кая мар илтӗм, факт!» Манран виличченех тата вилсен те мӑшкӑлласа кулнӑ пулӗччӗҫ!» Каҫӗ пӗлӗтлӗччӗ, шывӗ хура; пароход хыҫӗнче икӗ кӑвак ҫул вӗресе куҫа курӑнман ҫырансем патнелле уйӑрӑлса каятчӗҫ; ҫав ҫулсем хушшипе баржа сӗтӗрӗнсе пырать. Апла тӑвиччен кунта, пӗр-пӗр йывӑҫ айӗнче вилес. Акӑ, Женьӑна хӑйӗн карапӗ хускалнӑн туйӑнчӗ, вӑл майӗпен те лӑпкӑн хумсем тӑрӑх ишсе ҫаврӑнать пек. Ну, яра пар, полицине кайса пӗлтер. Тепӗр ҫур минутран Бенедикт пичче фактори картин тулаш енне тухрӗ. Ах, Олеся, пӗлӗсӗнччӗ эсӗ, мӗнлерех ырату кӳнӗ эс мана… — Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, ҫӳлтен ҫавӑн пек хушнӑ. Алшишна ҫухатан та ака — аллуна тӑм илтерен. Хыҫалта, вӑрман хӗрринче пӗччен ларакан чӑрӑш ҫумне пӗр снаряд ҫитсе ҫапӑнса, ҫурӑлса кайрӗ. — Шампа? — тесе ыйтрӗ улпут, куҫӗсем хайӗн лакпа витӗннӗ пек ҫутӑлма пуҫларӗҫ. Чӑннипе каласан, Воропаев мӗн ҫинчен шутланӑ-ши? Вӗсем алӑк патнелле йӑпшӑнса пычӗҫ те четресех шалалла пӑхрӗҫ. — Ноль мсье. Ҫапла вара ҫулҫӳревҫӗсем мӗнпур Австралин ҫӗрӗ тавра ҫавӑрӑннӑ тата ӑна Инди океанӗн шывӗсемпе Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем йӗри-тавра хупӑрласа тӑнине паллӑ тунӑ; Et toc, et toc, et tin-tin-tin!!.» — Victor, эсир пуҫтах. — Эпӗ пӗлместӗп, — тесе тавӑрчӗ Касьян, — мӗнпе кайӑр-ши ӗнтӗ эсир; ҫак выльӑхпа кайсан мӗн пулӗ-ши, — тесе хушса хучӗ вӑл ассӑн сывласа. Мана ҫӗрлехи илем макӑрас патне ҫитмеллех тенӗ пек хумхантарать, ҫав баржа хумхантарать — вӑл тупӑк пек туйӑнать тата сарӑлса кайнӑ шыв ҫинчи ирӗклӗхре, ӑшӑ каҫӑн шухӑша ертекен шӑплӑхӗнче вӑл пит те ытлашши пек туйӑнать. — Нихҫан та, ниҫта та урӑх кӗрес ҫук, — шантарнӑ Фома. Вӑл тусанланнӑ тӗкӗр патне пычӗ, ун витӗр ашшӗн стена ҫумӗнчи сӑнӗ курӑнса тӑрать. Пульӑллипе авӑрланӑ пулсан, мӗн курса тӑнӑ пулӑттӑмӑр? Хӗвеле ӗлӗк планетӑсен патши тенӗ. Талькав сана сыхлама юлать. Ӗҫ вӑйне лартса тухасси, ҫак вӑя бригадӑсем тӑрӑх пӗр пек пайласси пирки — малашне асту, утӑ ҫулнӑ чухне хуть, уйрӑмах вара тыр-пул пуҫтарса кӗртнӗ чух. Сире турӑ мӗнле пулӑшса пырать? — Ҫапла-а, килсе лекрӗмӗр те… — терӗ Гусев. Ҫапла кӗҫенсе мӗн каласшӑн пулнине эпӗ самантрах тавҫӑрса илтӗм, май килнӗ таран хам ывӑннипе хытӑ утма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, вара вӑл чарӑнкаласа тӑрса мана пӑртак та пулин канма ирӗк пачӗ. — Кала-ха, Кралич, ӑҫтан килтӗн эс? Ун хыҫҫӑн княгиньӑ иртсе кайрӗ те хапхи умӗнче Раевичпа пуҫ тайса уйрӑлчӗ. Лавсем ял ҫумӗнчи юханшыв хӗрринче чарӑнса тӑчӗҫ. Тӗттӗмлӗхе тинкерсе тӑратӑп. — Сӗтел ҫинче, сулахайра. — Эпӗ хам упӑшкана юратмастӑп, — шухӑша кайнӑ евӗр, васкамасӑр калаҫрӗ Шурочка. Лукашка тӑчӗ те тытса килнӗ фазан ҫине пӑхрӗ. — Эпӗ сирӗн секундант, — терӗ Панталеоне французла, — унтан ташлакансем тӑнӑ пек ура кӗллисене пӗр-пӗринпе лекмелле мар сарса петӗм пӗвӗпе малалла ӳпӗнсе саламларӗ. Зинаида вӗсене пӗрре шанчӑк парса, тепре шиклентерсе, мӗнле кирлӗ ҫапла ҫавӑркалатчӗ (ҫынсене пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарни тетчӗ вӑл хӑй ҫакна). Ҫыннисем вара ӑна хирӗҫ тӑраймастчӗҫ, савӑнсах парӑнатчӗҫ. Вырӑнсенче ларакан тата партӑсен хушшинче кӗпӗрленсе тӑракан колхозниксемпе колхозницӑсен пуҫӗсем ҫине тем чухлӗ алӑ ҫӗкленчӗ. Курмасан, чурасемпе вӗсем хӑйсене епле хаяррӑн тытнине тавҫӑрса илме те йывӑр. — Яра пар, Топтало! Акӑ мӗн ҫырса пӗлтерме тивӗҫ эпӗ сирен пата: «Святая Мария» Карск тинӗсӗнчех шӑнса ларчӗ, 1913 ҫулхи октябрь уйӑхӗнчен пуҫласах ҫурҫӗр пӑрӗсемпе пӗрле Ҫурҫӗрелле шӑвать. Каҫалапа Алексей кӗпер патне, хӗр ачасем кӗрхи хитре те сулӑмлӑ астра чечекӗсемпе сутӑ тунӑ ҫӗре кайса килчӗ, — вӗсене вӑл паҫӑр, кунта килнӗ чухнех асӑрханӑччӗ. Матроссем рейӑсемпе мачтӑсене пӗр ҫӗре ҫыхса, вӗсен айне ултӑ пуш пичке вырнаҫтарса лартрӗҫ, ҫав пичкесене пула сулӑ шыва путмасӑр шыв ҫинче аванах тытӑнса тӑма пултарать. Вӑл нӳрлӗ хӑлӑпран тытать. Ун умӗнче йывӑр алӑк уҫӑлса каять. Сеньор, вӑл мӗн ятлӑ? — Мӗн пулчӗ? Ҫак юррӑн пӗр сыпӑкӗ Воропаева та пырса тивет пулас, — вӑл урнӑ пек хӑтланакан Варвара ҫине бинокльпе пӑхать те, лешӗ «Калинин» колхоз еннелле пуҫне сулланине е тӗпӗр чух тата унӑн васкавлӑ чышки те ҫав еннеллех сулланнине асӑрхать. Андрее курсан, вӑл пирвайхи минутрах пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ: Андрей ҫумӗнче хӑйне ҫав тери ҫӑмӑл та лайӑх иккен. Эсир уҫӑлса ҫӳреме тухмастӑр-им вара? Вӑл пӗр вырӑна качлаттарса тӑракан пуртӑ пекех ҫине тӑрса шаккать, тӑвӑллӑн килсе тухнӑ ҫил пек, улшӑна-улшӑна каять, аҫа ҫапнӑ чухнехи пек вилӗм кӳрет, тупӑксем хумалли пӳлӗмри пекех нимӗн те чӗнмест. Вӑл вунӑ пин кӗренке туртать, ача-пӑча пӳски пек сиккелет. Е сасартӑк пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаласа илет, е хӑвӑрттӑн пӑрӑнса каять. — Нивушлӗ Англинче ҫак чепухана ӗненеҫҫӗ. Ҫапах та унӑн пичӗ-куҫӗ кӑмӑла килмелле пулнӑ. Яланах обществӑра пулма хӑнӑхнипе вӑл хӑйне ҫынна килӗшмелле, уйрӑмах хӗрарӑмсем кӑмӑлламалла тыткаланӑ. Халӗ маншӑн пурте пӗрех… Ҫав ылханлӑ доктор, хыт шӑпӑр патне те пулин чуптар та, кала ӑна, вӑл мӗнпур матроссене — унти тӗрлӗрен присяжныйсене тата судьясене палуба ҫине пухтӑр та ҫак «Адмирал Венбоу» борчӗ ҫинче манӑн хӑнасене, Флинтӑн мӗнпур ватӑ шайкине, халиччен чӗрӗ юлнӑскерне пурне те, пӗрне хӑвармиччен, ярса тыттӑр. Артамоновпа унӑн ачисем, хӑйсене ҫавраҫил ҫавӑрса ҫӳренӗ пек, иртен пуҫласа каҫченех халӑх куҫӗнчен ҫухалмарӗҫ, — вӗсем, чиркӳсем тӗлӗнче васкавлӑн сӑхсӑхса, пӗрмай урамсем тӑрӑх утрӗҫ. Сасартӑк пӑшал сасси кӗрӗслетни тата такам кӑшкӑрни илтенсе кайрӗ, Гек малалла мӗн пулассине кетсе те тӑмарӗ. Епле-ха, апла пулсан сана Стаханов та интереслентермест, мӗншӗн тесен, стахановецсем нумай пулсан та, Стаханов пӗччен вӗт-ха? Фёдор ӑна лӑплантарать: — Чикӗ Горынь ҫырми тӑрӑх пулать пулмалла. Ҫулӗ иртсе ҫӳреме кансӗр те, анчах, унтан кайсан, иртен-ҫӳренпе тӗл пуласран шикленесси ҫук, пытанас пулсан та, чӑтлӑха кӗрсе пытанма пулать. Ӗҫне тӑвас пулать, эсӗ пур… Пӗтӗм тӑва, тӑрринчен пуҫласа аркине ҫитиех, хупласа хурать вӑл, шуҫӑм ҫутине тата тусана пула, сан кӑтрусем пекех, хӗрлӗн те хумлӑн-хумлӑн курӑнса тӑрать вара. Пуртӑ кирлӗччӗ мана, анчах вутӑ хушшинче выртаканнисӗр пуҫне урӑххи тупӑнмарӗ, ӑна унтах хӑварас пулать, илсе кайма юрамасть. — Эсир ӑна ӑҫтан пӗлетӗр? Итле Аркадий… Андрий чӗри тапма чарӑннӑ пек пулчӗ, вӑл тӑпах тӑчӗ те пӗтӗм шӑм-шакӗпе чӗтресе:— «Мӗн вара?» терӗ. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем ҫав териех хаяр, вӗсем ҫуралассах хаяр пулса ҫуралаҫҫӗ. Пирӗн ӗҫ мӑй таранахчӗ, ҫавӑнпа та эпир хамӑрӑн кӑмӑла килмен хӑна ҫине питӗ сахал пӑхаттӑмӑр. Кашниннех, хӑйне кура, мӑнаҫлах пур, камӑн ҫыхланас килтӗр-ха ӗнтӗ халь кӑна тӗрмерен ларса тухнӑ ҫынпа? Тепӗр темиҫе кунтан «Пилигрим» Ҫӗнӗ Зеландирен кайрӗ. Пуҫӗ айне вӑл кутамккине хунӑччӗ, ҫине кӗрӗк витӗнсе выртнӑччӗ, вӗсем халӗ пӗри те ҫук. Чиркӳ картлашки ҫине полковниксем, эсаулсем, пупӑн икӗ хӗрӗ, украинец учителӗсен пӗр ушкӑнӗ, «ирӗк» казаксен эшкерӗ, кӑшт курпунтарах управа председателӗ — пӗр сӑмахпа каласан, хӑйсене хӑйсем хула «пуҫлӑхӗсем» текен ҫынсем пухӑнса тӑнӑ. Ҫак ҫынсем хушшинчен пӗри, черкеска тӑхӑннӑскер, пехота ҫарӗн тӗп инспекторӗ. Наука, тытӑм йӗрки, искусство тата промышленность тӗлӗшӗнчен илсен вара, ман хуҫа йышӑннӑ тӑрӑх, хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ехусемпе пирӗн ҫӗршыври ехусем хушшинче ӑрасна нимӗнле уйрӑмлӑхсем те ҫук. Огнянов ҫавӑнта ҫитсе пӑхасшӑнах пулчӗ, вил тӑприсен хушшипе вӑл сыхланса кӑна утса, чӳрече патне пычӗ те шалалла карӑнса пӑхрӗ. Вӑл ӗсӗкленисемпе кӑшкӑрса янисем таҫтанах илтӗнеҫҫӗ. Шӑматкун хӗвел ансан Тубянск патӗнчи вӑрманта, пӗркун тӗл пулнӑ вырӑнти ҫӑл куҫ патӗнче, тӗл пулӑпӑр. Унӑн кӑкӑрӗнчен хӗрӳллӗ кӗлӗ сӑмахӗсем юхса тухма хатӗр тӑчӗҫ. Мӗн тума? — тӗлӗнсе ыйтрӗ вӑл. Хӑйне арестлени ӑна хӑй чӑн та «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрнӑ иккенне кӑтартса тӑнӑ, анчах мӗнле майпа кӑшкӑрма пултарнӑ-ши вӑл, ӑна-кӑна вӑл хӑй те пӗлмен. Тӑван шӑллӑм вӑл манӑн, хӑйӗнчен вара инкексӗр пуҫне урӑх нимӗн те кураймастӑп. Ҫамрӑксем ҫырма хӗрринчен пӑрӑнчӗҫ те ылтӑн пек сарӑ та ҫӳлӗ ыраш пусси хушшинчи тӑвӑр та тарӑн канав тӑрӑх утрӗҫ; ыраш пуссин пӗр енчен вӗсен ҫине сулхӑн ӳкет; хӗвел шевли пучахсем ҫийӗн шунӑн туйӑнать, тӑрисем юрлаҫҫӗ, путенесем пӗтӗлтетеҫҫӗ; пур ҫӗрте те курӑк ешерет, ырӑ та лӑпкӑ ҫил вӗсен ҫулҫисене чӗтретет, ҫеҫкесен тӑррине силлентерет. Хӑвӑн ирӗк. Чапшӑн та карьерӑшӑн ҫунакансемсӗр пуҫне, вӗсем нумаййӑнах марччӗ, ытти офицерсем пуртех хе службӑна, хистевлӗ-хӗсӗрлӳллӗ, пач килӗшмен, йӑлт йӗрӗнтерсе ҫитернӗ барщина еверлӗ курса, унпа тӑвӑрланса та ӑна юратмасӑр, ячӗшӗн кӑна тукаласа пынӑ. Приборсенчен пӗр компаспа хронометр анчах тӑрса юлнӑ; пусмасемпе вӗренсенчен — хуҫӑлнӑ мачта юлашки ҫине яваласа хунӑ пӗр канат татӑкӗ ҫеҫ ҫакӑнса тӑрать; инструментсем пӗтӗмӗшпех пӗтнӗ, апат-ҫимӗҫрен пӗр татӑк типӗтнӗ ашпа ик-виҫ сухари ҫеҫ, мӗн пурӗ те пӗр кунлӑх анчах тӑрса юлнӑ. Пӑхӑр-ха, материксем ҫинче таҫта шалта мӗскер пулса пырать. Батальщиков татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра кӗлет кӗтесси хыҫӗнчен Давыдов курӑнса кайрӗ. — Ҫапла, Гаррис. Кимӗпе пыракан икӗ ҫын шарламаҫҫӗ. Эпӗ хама кирлӗ ҫурта сирӗннипе пӑтраштарнӑ, сирӗн пата ӑнсӑртран килсе кӗнӗ, тӑнсӑр пулса ӳкнӗ, эсир мана салтӑнтарнӑ та ҫак кӗнекесене тупнӑ, — ӑнлантӑр-и? Пур ҫӗрте те базальт колоннӑсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Вӑл, чей ӗҫсе тӑрансан, Ванюшпа пӗрле япалисемпе чӑматансене куҫарса хучӗ, унтан ӑҫта мӗн выртнине — укҫасем ӑҫта тата мӗн чухлӗ иккенне, паспорт, ҫул хучӗпе лав хучӗ ӑҫтине пӗлсе, япаласем хушшине йӗркеллӗн, тӳррӗн те тирпейлӗн вырнаҫса ларчӗ, унтан ҫаксене пурне те лайӑх майласа вырнаҫтарнӑ пек курӑннипе хавасланса кайрӗ, вара вӑрам ҫул та уншӑн инҫетерех уҫӑлма тухнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ. «Тӑхта, тӑхта! Вӗсем ҫинче икҫӗр вӑтӑр тӑхӑр матроспа офицер инҫе ҫула тухса кайнӑ, анчах таврӑнасса вара вӗсенчен питӗ сахалӑш кӑна каялла таврӑннӑ. Ну, ҫитӗ! Вӑл каллех ҫӳҫенсе илчӗ, чӗтренине ирттерес тесе, хулпуҫҫисене выляткаласа илчӗ, чарӑна-чарӑна калаҫма пуҫларӗ: — Ӗнер вара Шалый сан парнӳпе мухтанчӗ. — Ну, юрӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, унтан вӑрҫса илчӗ. — Часах ҫаксем пӗтсе ларӗҫ. «Начар паллӑ», тесе шутларӑм эпӗ. Хупӑрласа илекенӗсем пӑрахса тарчӗҫ. Хурахсем кӑшкӑра-кӑшкӑра вӗсене хӑваласа кайрӗҫ. Урамӑн тепӗр вӗҫӗнче ҫӗрлехи хуралҫӑн хунарӗ ҫутти курӑнчӗ те Пӑван тӑвӑр та кукӑр-макӑр тӑкӑрлӑка кӗрсе кайрӗ. Давыдов Щукарь мучие чӗнсе илчӗ: — Лашасене кӳл-ха! Ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернипе эпӗ сире ҫилленсе курайми пулӑп тесе те шухӑшлаттӑм. Ан тив, хӗвел ыттисене ҫутаттӑр! Арсеналта ярса илнӗ икӗ машинӑна Канаш Ҫуртне хирӗҫ лартрӗҫ, вӗсенчен тӑшман ҫинелле вут етресемпе пеме пуҫларӗҫ. Ҫул ҫинче ӑна таракан ҫынсем тӗл пулнӑ. — Пӗччен йӑтаяс ҫук, — айӑпа кӗнӗ пек каласа хучӗ гостиницӑри тарҫӑ, Никита валли илсе пынӑ кучченеҫсене тултарнӑ ешӗке кӳмерен кӑларма пикенсе. — Вӑл малалла пӑхса илчӗ. — Эсир ун ятне ҫавӑнта тупас пек туйӑнать мана. Ҫил ҫинче курак ачашшӑн чӑштӑртатать… Калама ҫук аван ҫын вӑл пирӗн Лазарь Александрович. Урасем те ҫук пек туйӑнать; чӗркуҫҫисенчен аялалла урасем хускалмаҫҫӗ. Пӗрре, иккӗ… пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ… — Петр Ильич Власово ялне хӑй виличченех уйӑрса панӑ. Бэла пӗтсе кайрӗ, чечен пит ҫӑмарти путса кӗчӗ, куҫӗ тӗксӗмленчӗ. Ну? Пӗр турачӗ сукмак урлӑ карӑнса тӑнӑ тата пит аялта пулнӑ, юланут пӗшкӗнмесӗр унтан иртсе кайма пултарайман. Пӗр ҫырӑвӗнче вӑл пӗчӗк Владимир сывлӑхӗ тӗлӗшӗпе хӑй шикленни ҫинчен пӗлтернӗ, тепринче — Владимир пӗчӗклех питӗ пултаруллӑ пулнипе хӑй савӑннине палӑртса, ывӑлӗн пулас пурнӑҫӗ питӗ телейлӗ те ӑнӑҫлӑ пулассине шанса ҫырнӑ. Тӑватӑ команча алӑк патнелле йӑпшӑнса пырать. Мӗнле мӑшкӑл, мӗнле хӑрушӑ… — Неушлӗ эсӗ те? — пӑшӑлтатса илчӗ Умрихин. Тарас Маякин вӑраххӑн тӑса-тӑса калаҫнӑ, — калӑн, ӑна калаҫмашкӑн кичем, кӑмӑлсӑр, тесе. Кунсем шӑваҫҫӗ. Ромаҫ унпа, ытти пур ҫынсемпе калаҫнӑ пекех, лӑпкӑн та кӑшт куларах калаҫрӗ, анчах сухалне час-часах шӑлкаласа илетчӗ те, куҫӗсем ӑшӑраххӑн ҫутӑлса тӑратчӗҫ. Йӗри-тавра шӑпах, пӑшӑлтатнӑ сасӑ та илтӗнмест. Сиксе тухаттӑмччӗ, вара сӑрт ҫине, кӑшкӑрса улама пуҫлаттӑмччӗ кашкӑрла, ак ҫапла! Софьйӑпа амӑшӗ арҫынсене сӑнаса ларчӗҫ, — вӗсем пурте вӑраххӑн, йывӑррӑн, темле тӗлӗнмелле асӑрханса хускалкалаҫҫӗ, хӑйсем те хӗрарӑмсене сӑнаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн кабинечӗн алӑкне уҫрӗ те Артур унта темӗнле йывӑр шухӑшпа кӗрсе кайрӗ. Алӑка питӗрнӗ пулнӑ. — Нимӗн те пулман, — ҫилленсе каларӗ те Энрико, койка патне пырса, Артурӑн ура вӗҫне хунӑ тумтирне туртса илчӗ. Аэлита хӑвӑрт, хӑвӑрт — пӗр сывлавпа — Лося хӑлхинчен каллех пӑшӑлтатать: — Манра — чару. Манпа Магр майра патшана чӳклемелле… — Вӑхӑт! — терӗ юлашкинчен Гленарван. — Эпӗ суймастӑп, Павел Петрович. Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрманнипе ывӑнса ҫитнӗ ҫӗнӗ ҫынсем тӗрлӗрен тумланнӑ, шавлӑ та ӳсӗр ҫынсем хушшинче хӑйсене юри халӑха кӑтартса, урам тӑрӑх сӳрӗккӗн утса ҫӳрерӗҫ. Ращи сайрарах, анчах юманӗсем ҫӗршер ҫулхискерсем, селӗм те мӑнаҫлӑ. «Ну, ҫитӗ, ҫитӗ, тихам, ҫамрӑкскер, — вилетӗн вӗт», тенӗ ӑна кӑмӑллӑн Овсяников, ҫав самантрах хӑй ҫӑмӑл урапипе, хыҫра ларса пыракан ачапа, лашипе пӗрлех ҫырманалла сикнӗ. Ача ҫывӑрса кайнӑ хыҫҫӑн сывалсах ҫитнӗ; Пӑванӑн кукӑль тытнӑ пӳрнесӗр аллине курсан вӑл: — Ку мӗн? Ҫил «Пилигримӑн» мачтисемпе парӑсӗсене ан сиенлетӗр тесе ҫамрӑк капитан тӗрлӗрен ӗҫсем турӗ. Вӑл, тӗнчере шӑл тасатса вӑхӑт ирттерекен ухмах ҫынсем пуррине те ӗненмен. Ик сехет калаҫнӑ ачипе Игнат хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен, хӑйӗн терчӗсем ҫинчен, ҫынсем ҫинчен, тата вӗсен начарлӑхӗн хӑрушӑ вӑйӗ ҫинчен, епле ҫав ҫынсем, мӗскӗннӗн курӑнса, теприсен шучӗпе пурӑнма юратни ҫинчен, унтан каллех хӑй ҫинчен — епле ахаль ҫеҫ тарҫӑранах пысӑк ӗҫӗн хуҫи пулса кайни ҫинчен ывӑлне каласа кӑтартнӑ. Вӑт эсӗ пуп патӗнче ҫылӑх каҫарттарнӑ чухнехи пек каласа пар: ун пек пулнӑ-и? Эсӗ юратрӑн-и ӑна? — кала-ха тӳррипе, Володя. Вӗсем кроватьсемпе саксем ҫинче е урайӗнче, плащ-палаткӑсемпе витнӗ утӑ ҫинче ҫывӑрнӑ. Халӗ вӑл хӑйӗн татӑк, ҫара урисем ҫине ют ҫын куҫӗсемпе пӑхрӗ те, — вӗсем ӑна кӑмӑла кайрӗҫ. Вӗсем ҫирӗп, вӑйлӑ шӑнӑрлӑ пулнӑ. Ку Говэн ҫарӗ пулнӑ. Документа ӑнланас тесен, листӑн тепӗр енне пӗтӗмӗшпех вуласа тухма та кирлӗ пулман. Вӑл нумайччен каларӗ, анчах сӑмахӗсене эпӗ пӗрне те ӑнланаймарӑм. — Ҫаплах кала, Джим, хӑвӑн сквайрна: Бен Ганн нихӑҫан та ахаль матрос евӗрне килмен тесе кала, — терӗ вӑл малалла. Анчах тӳсме ҫук кӑна. — Кӗреҫи пӗрре ҫеҫ, алтассине те кунта пӗр ҫын ҫеҫ алтмалла — вырӑнӗ сахал. Тимӗр тӗслӗ, кӗскерех пиншакӗ Алексея ют ӗҫсем пирки тӑрӑшса ҫӳрекен чеерех ҫын майлӑ тунӑ. Пӗр вырӑнӗн пуҫӗнче витӗр курӑнакан плексигласран эрешлесе тунӑ рамкӑсем ӑшне кӳртсе лартнӑ икӗ фотографи курӑнать. Фронтра лӑпкӑ пулнӑ кунсенче ун пек рамкӑсене тӑшман самолечӗсен татӑк-хуҫӑкӗсенчен полкри ӑстаҫӑсем нумай тӑватчӗҫ. Фома, хӑйӗн кӗтесӗнче шӑппӑн ҫеҫ ларса, вӗсене итленӗ, сӑнанӑ. — Юрӗ, ҫутӑличчен ҫапӑҫӑпӑр эппин. Хӑвӑн ӗлӗкхи вырӑнна кай-ха, манран хыпарсем пырассине кӗт. Вӑл ҫирӗп утӑмпа малалла утрӗ, хӗрсен ушкӑнне хӑваласа ҫитрӗ те, Оксана патне пырса татӑклӑн каларӗ: «Сывӑ пулса юл, Оксана! — Люба! — шӑппӑн чӗннӗ Фома. — Мӗн калаҫатӑн эсӗ кирлӗ мара, Павел Андреич, мӗн калаҫатӑн? Тепӗр кунне бомбардировка ҫаплах-ха вӑйлӑ пычӗ. Марья Кириловна ни чӗрӗ, ни вилӗ пулса кайрӗ. — Тархасшӑн, каласа парӑр ӗнтӗ пире, майор, — тесе ыйтнӑ Генкок, — мисс Пойндекстер ӑҫталла вӗҫтерсе кайнине эсир пӗлетӗр пулӗ-ҫке? Вӗсен лашисем ҫавӑн пек нумайччен тата шутсӑр хытӑ хӑвалама чӑтаймаҫҫӗ. Василий Иванович, маларах никам та медицинӑран пулӑшу ыйтма шутламаншӑн шеллерӗ те, ӑна ҫӑлма ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ. Чӑнах та, мужик хӑйӗн пиччӗшне килне те илсе ҫитереймен: вӑл урапа ҫинчех вилсе выртнӑ. Мур пӗлет-и, эпӗ ун чухне мӗнле пӗчӗк те телейсӗр пулнине! Вӑл ҫак этнологи енӗпе пыракан тавлашура хӑйӗн тӗрӗслӗхне ҫав териех хӗрсе кайса кӑтартма пуҫларӗ те, унӑн чеелӗхне пула майор та виҫине ҫухатрӗ. — Эпӗ пӗччен ҫеҫ, — малалла каларӗ хӗрарӑм. Хамӑр мӗн ҫамрӑкран куҫа-куҫӑн курмастӑмӑр пулин те ҫулсерен юратса тӑнӑ ҫын ман пата тухса хӑйӗн вӑйлӑ аллине тӑсрӗ, унӑн генилӗ хӑватпа вӗҫни ҫинчен итлесе ӑна эпир юратни ҫулсерен ӳссе пыратчӗ-ха. Амстердамран эпӗ часах ҫак хула аллинче тӑракан пысӑках мар судно ҫине ларса Англие таврӑнтӑм. — Кораблев. Пӗр госпитальте нумай хушӑ выртнӑ ҫынсем кайран тӑвансем пекех тӗл пулаҫҫӗ. Вӑл Дик ӑнланман темиҫе сӑмах каларӗ, вара салтаксем Дик патӗнчен аяккалла пӑрӑнчӗҫ. — Пилӗк кун тертленетӗп ӗнтӗ эпӗ унпа. Унта кайма эпӗ сансӑрах ҫул пӗлетӗп, эпир сан ҫинчен те калаҫса пӑхӑпӑр-ха. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ сехӗрленми пултӑм, анчах ҫынсенчен йӗрӗнсе вӗсене курайманни ӳссе пынӑ пек туйӑнчӗ. Гусева курсан хаваслӑ, шурӑ шӑлӗсене йӗрчӗ. Ватӑ эпӗ, лӑпкӑн пурӑнас килет. Алвиш — ярмаркӑри чи мӑнаҫлӑ ҫын, хӑйӗн юлташӗ Коимбрӑпа пӗрле ҫӳрет, чура сутуҫисене ҫӗнӗ каравансем тума тыткӑнри ҫынсене илме сӗнет. Винават, питӗ пӑшӑрханатӑп та, тискер кайӑксем пурпӗрех ҫуккӑччӗ унта! Ешчӗксем пӑрахут каютинчи краватьсем пек ярӑмӑн-ярӑмӑн вырнаҫнӑ. — Вӑл сирӗн яланхи пек арпашса ҫӳрени кӑна пулать. Ыйтма та юрамасть ӗнтӗ, факт! Ҫапах ҫаксем пурте унӑн вӑрӑм, пӳне, ҫирӗп кӗлеткине, кукша пуҫне тата лӑпкӑн та пӗр иккӗленмесӗр тӑвакан хусканӑвӗсене килӗшетчӗҫ. Оленин тӑна кӗчӗ те хӑй мӗн тунинчен хӑй хӑраса ӳкрӗ. Кӗтмен ҫӗртенех гетман хуралҫисем станцирен Пономаренко телеграфиста тытса кайнӑ. — Ну, вӑт! Ухмахсем, шуйттансем! Джемма ҫав хута илсен килне кайрӗ. — Ку, тен, тӗрӗс те пулӗ, ҫапах та эсӗ йӑнӑшатӑн. Сакльӑра пӑчӑ пулса ҫитрӗ те, уҫӑлма тесе, эпӗ тула тухрӑм. — Макар ура ҫине тӑчӗ, карӑнса илчӗ, шӑмми-шаккисене шатӑртаттарса, анлӑ та тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене саркаларӗ, Разметнова хулпуҫҫинчен шаплаттарса, кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ. Ну, мӗнле ӗҫсем? — Юлӑр! — терӗ те вӑл, итлеттермелле пӑшӑлтатса, Санинпа пӗрле хӑвӑрт малалла утрӗ. Куҫса каякансем чи малтанах Литль Рок хулине пухӑнчӗҫ, анчах унтан чи ҫывӑх яла ҫитме те Варшавӑпа Краков хушшинчен инҫерех пулать, ҫитменнине тата унта ҫынсем пурӑнман ҫӗрсемпе, чӑтлӑхсем витӗр, ейӳ сарнӑ шыв-шур урлӑ каҫса каймалла. Курман вӗт-ха эпӗ вӗсене… Царицыно пӗвинче темле ҫынсемпе кимӗпе ишет пек. Эпӗ сана пӗр-пӗр ҫулҫӳревҫӗ, е капитан пулать тесе шутлаттӑм! — Найденов ҫинчен сӑмах пуҫласан, Давыдов сассинче йӑл кулса ӑшшӑн калаҫни илтӗнсе кайрӗ, Нагульнов вара хӑй ӑшӗнче ҫав ҫивӗч комсомолецран кӗвӗҫнӗ пекрех темскерле туйӑм хускалнине туйса илчӗ. Старик Гоголев ытларах хӗпӗртенипе тытӑна-тытӑна чечук акафист вуланӑ пекех, хӗрарӑмӑн илемне мухтать, хӗрарӑмӗ кӑмӑллӑн йӑл кулса итлесе ларать, Гоголевӑн сӑмаххисем арпашса кайсан, хӗрарӑмӗ хӑй синчен калать: — Хӗр чухне эпир вуҫех те хитре мар пулнӑ, ҫакӑ пурте пирӗн арӑм чухнехи пурӑнӑҫпа хутшӑннӑ. Мӗншӗн вӑл ҫакӑн пек тӗксӗм? Мӗн пулса иртет унта? Питне ҫутӑран аллипе хупласа, вӑл кӑмака кукринелле пӑхрӗ, — кӑмака кукринчи шӑрчӑк та: «Чӗрӗ, чӗрӗ», тесе ларнӑн туйӑнчӗ ӑна. Виктори — столици Мельбурн; — Мӗн ҫинчен калаҫмаллине те ӑнланмастӑп… «Тимӗрҫӗ ку! — терӗ вара Чуб, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне ярса илсе. — Чӑнах та, ку ҫул чылай вӑрӑм, — терӗ Гаррис. — Анчах вӑрманта, ҫырантан пӗр ҫӗр утӑмра, ман лаша пур — ун ҫине эпӗ Уэлдон миссиспа ывӑлне лартасшӑн. Том нумайччен шухӑшларӗ. Гек, кӗрсе каймалли вырӑн патнех ҫитеретӗп… унталла та, кунталла та хам ишетӗп, — эсӗ пӳрнӳне те тапратмастӑн. — Эсир, Ромашов… Соньӑпа князь хӗрӗсем кулса ярасран аран тытӑнса юлчӗҫ, ҫакӑ мана самаях хавхалантарса ячӗ; анчах Сен-Жером, ахӑртнех, эпӗ ашкӑннине асӑрхаса, ман патӑма пычӗ те, куҫхаршине пӗркелентерсе (эпӗ ҫакна чӑтма пултараймастӑп), эпӗ ырра мар савӑнни, эхер эпӗ лӑпкӑрах пулмасан, праҫнике пӑхӑнмасӑрах, вӑл мана ӳкӗнмелле тӑвасси ҫинчен асӑрхаттарчӗ. Вӑл минтертен икӗ аллипе те тӗревленчӗ те ларчӗ. Салтак ҫӗрелле тӗшӗрӗлсе анчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, шикленсерех Озеров ҫинелле ҫаврӑнса пӑхкаласа, сиккипех каялла вӗҫтерчӗ. «Сывӑ-и» — шухӑшларӗ Аркадий… Пӗчӗк ачисем пур чухне Иаков йӗнӗ, вӗсем ӳссе ҫитсен, тата ытларах йӗме пуҫланӑ! Ҫук? Кӗпере каторжниксем сыхлама пултараҫҫӗ, вӗсем вӗт сахалтан та вӑтӑрӑн, эпир ҫичӗ ҫын кӑна. Хӑш-хӑш ҫӗрте тата васкаса тунӑ ҫӗр пӳртсемпе хӳшӗсенче кӑвайт ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ. — Ну мӗн? — тавӑрать лешӗ, тутине тӑснӑскер. Вӑл ҫырса пымалли кӗнекепе кӑранташ кӑларчӗ те «128» тесе ҫырса хучӗ. Анчах вӑл малалла кайма пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ҫуртсем, чул сарнӑ урам ӑҫта пулнине ӑнкарса илеймерӗ. Эсӗ — нумайранпа парти ретӗнче тӑракан ҫын, хӗрлӗ партизан, Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал хӑтланатӑн… Ҫыруне вуланӑ чух унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑчӗҫ. Хулара — иккӗлле пурнӑҫ. — Тӗлӗнмелли ҫук, унӑн чирӗпе ку… сахалтан та ҫур ҫул каяллах пулмаллаччӗ… Пӑлханнипе, эрех-сӑрасен йӳҫӗ шӑршипе тата икӗ стакан чашкӑракан цымлянски эрех ӗҫнипе Петра хӑй пачах ӳсӗрӗлсе кайнӑ пек туйӑнать, вӑл ҫакна хӗрӗ сисесрен хӑрать. Эпир тени ӗнтӗ пӗри Валя пулать, ҫакӑн пек чыслӑ куна йӑлтӑр симӗс галстук ҫакса килнӗскер, тепри инженер-строитель Таня Величко, вӑл халь ҫӳлӗ те тулли хӗрарӑм пулса кайнӑ, тата Иван Павлыч патӗнче вӗреннӗ ҫамрӑксем, пирӗн вӑхӑтра вӗсем кӗҫӗннисемччӗ-ха, ун чухне ҫын тесе те шутламан эпир вӗсене. — Вӑл айӑплӑ мар, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — анчах вал кӑшкӑрнипе, уссийӗпе, картузӗпе, хӑйӗн кӗлеткипе манӑн юна хускатрӗ. — Ҫук, — пуҫне сулкаласа, шӑппӑн, анчах татӑклӑн тавӑрчӗ вӑл. Гек халӗ ҫак юн тӑкасси ҫинчен калаҫнинчен те хӑрушӑрах шӑплӑх пулассине туйса илчӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн сывлӑшне те чарса урипе хуллен хыпашласа ӑна пусмалли вырӑн шыраса тупрӗ, вара паттӑрлансах пӗр утӑм каялла ярса пусрӗ. Ҫакна тунӑ чухне вӑл тепӗр ури ҫинче сылтӑмалла та сулахаялла сулкаланса тӑчӗ, хытӑ сулӑнса кайнипе кӑштах кайса ӳкмерӗ. — Мӗн, сана улпут ирӗк пачӗ-и? Метиса пытарни пӗрмаях ӳссе пыракан пӗр ӗҫе пӗтерсе хучӗ: Джо индееца каҫармашкӑн штат губернаторӗ патне петици тӑратас ӗҫе чарса лартрӗҫ. Вӑл мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшне (эпӗ Марья Васильевна хӑйӗн вилнӗ упӑшкине Ваня тесе чӗннине чи малтанхи хут илтрӗм), ӑна хӑйне йывӑр килнӗ самантсенче те пулӑшнӑ пулать иккен. Ҫавна пула ӗнтӗ, суд тума, канашпа пулӑшу пама, тавлашӑва татма, ҫаплах ӑнланмалла мар сисӗм-палӑрӑмсемпе тӗлӗксене тӑнлантармашкӑн ыйтса, Палестинӑн пур кӗтесӗсенчен те калама ҫук йышлӑн килнӗ ун патне халӑх. Козакӑн пуҫӗнче решетиловски ҫӗлӗк. Урампа пынӑ май вӑл бандура хӗлӗхӗсене турткаласа ташлакаласа илет. Протезсем ҫинчи сӑран нӑтӑртатса илчӗ, вӗсен тӗпӗсем урайне икӗ хутчен хыттӑн ҫапӑнчӗҫ: кӗмсӗрт, кӗмсӗрт. Николай Антоныч хӑйӗн ҫамрӑк тӑванӗ кӗнеке вулама юратнине асӑрхасан, ӑна Геническран Дон ҫинчи Ростова куҫарать, унтах тинӗс ӗҫне вӗрентекен класа кӗме те ӗҫ ҫӳретет. Ҫӗрле тӗрмене хирӗҫ больница умӗнче кашта туса лартнӑ; вӑрман ҫумӗнче, пӑртак аяккарах, ҫул хӗрринчи сакӑлта патӗнче персе вӗлерме вырӑн суйласа хунӑ; ҫавӑнтах пирӗншӗн пуриншӗн те пӗр шӑтӑк чавнӑ. Старик пиншакне туртса тӳмелерӗ. Коновалӑнни пек пӗлӳллӗ гений пуличчен, гени пурри сисӗнекен фельдшер пулни авантарах. Ҫӗр чылайах иртнӗ. Лукашка, вышка карлӑкӗ ҫине чавсаланнӑ та куҫне хӗссе Терек леш енне инҫетелле пӑхкалать е аялалла, казак-юлташӗсем ҫине пӑхса, вӗсемпе сӑмах перкелешет. Эпӗ ним шухӑшласа тӑмасӑр унӑн кӗске ҫанӑллӑ аллине ярса тытрӑм та тутлӑн чӑплаттарса илтӗм. Катенька ҫакӑншӑн тӗлӗнчӗ пулас та аллине карт туртса илчӗ: ҫак хусканупа вӑл чӑланта ларакан ҫӗмрӗк пукана тӗкӗнчӗ. Артём ун ҫинчен каламасть, анчах вӑл унсӑрах курӑнать. Паян эпӗ Верӑна куртӑм. Сильвер, туршӑн та, эсир мана тӗлӗнтертӗр. Шурӑ чул хӳмепе ун ҫумӗнчи кипариссен хушшинче ансӑр тӗттӗм хушӑк пур. Нимӗҫсем эпӗ вырнаҫнӑ района перкелесех тӑратчӗҫ. — Эпӗ йӗркипе каласа паратӑп та, эсӗ ман сӑмаха ан пӳл ҫеҫ. Сӑваплӑ Урата тӗпсӗрлӗхне Лось пӗччен анчӗ. — Кирек кам каланӑ пулсан та, ҫавах мар-и? — Икӗ арҫын ача… «Пӑрахут ҫывӑхранах иртсе кайсан та, пире тӗкӗнмӗ-ха», — терӗмӗр эпир. Анчах вӑл пирӗн ҫинех килсе кӗрет акӑ. Ун патӗнче мӗн чухлӗ ларнине те пӗлместӗп эпӗ, пӗр сехет хушши-и, кӑшт ытларах-и, ун патӗнчен тухнӑ ҫӗре Полярнӑя тупаймарӑм эпӗ, ӑна пӗтӗмпех ҫавра ҫил-тӑман хупӑрласа илнӗччӗ. Ҫывӑхра нимех те курӑнмарӗ, анчах вӑл мӗн пуласса чӑтӑмлӑн кӗте пуҫларӗ. Мочениго темиҫе уйӑх вӗреннӗ хыҫҫӑн Бруно мана начар вӗрентет, хӑй мӗн-мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа парасшӑн мар, тесе элеклет. Анчах, граждансем, эпӗ сирӗнтен ыйтатӑп: вӑл пирӗн пекех, ыттисем пекех ҫылӑхлӑ пулсан, унтан епле ҫветтуй пулма пултартӑр-ха? — Халех, сэр! — Ыйтаҫҫӗ… Эпӗ шухӑшларӑм та майлӑ вӑхӑт ҫитнине ӑнкартӑм: — Курнӑччӗ ҫав, — терӗм вара, — унта негрсем кӗчӗҫ темиҫе хут та. Ҫапла, ҫапла, санӑн пӑшал пур. Эпир ҫӗре ларсан тата, пулӑ тытма кайнӑ чухнехи пек шутласа, мӗнпур вӑйпа ишнӗ чух Володя пачах та пулӑҫӑ пек мар, аллисене усса ҫеҫ ларчӗ. Тата темиҫе сехет иртрӗ. Решеткепе карнӑ ҫӳлти кантӑк витӗр тӗттӗм трюма тӗксӗм ҫутӑ сӑрхӑнса кӗрет. Кам та пулин унпа юнашар утнӑ пулсан, ҫак хӗрарӑм кашни минутрах: «Тург, Тург» тесе мӑкӑртатнине илтетчӗ. Ҫывӑх та тӑван вырӑнсенче вара, тӗксӗм тӳпере аран ҫеҫ ҫутӑлакан сайра ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ. Пур ҫӗрте те шӑп, усал, ырра систермен шӑплӑх. — Нивушлӗ эсир, ытарайми Зоя, ҫакӑн пек шӑрӑх ҫанталӑкра пире шырама тухнӑ? Инҫетри кӗтесре сарӑ пӑнчӑ ҫутӑлса тӑрать, — ку вӑл Серафимӑн вите ҫумне туса лартнӑ хваттер чӳречинчен курӑнакан ҫутӑ пулнӑ. Выҫӑ, хаяр, салху сехетсенче эпӗ хама хам «харпӑрлӑх пурлӑхӑн тасалӑхне» хирӗҫ ҫеҫ мар преступлени тума пултарас пек туяттӑм. Валеҫес тӗлӗшпе ӗҫ тухас ҫуккине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ вӑл, ҫавӑнпа та хӑй кӑшт хӗрсерех кайнӑшӑн ӳкӗнме тытӑнчӗ. — Мӗн ҫинче тата? Джордано Брунона палачсем тӗрмере мӗншӗн сакӑр ҫул тытнӑ? Вӗсем астроном хӑйӗн вӗрентӗвӗнчен сивӗнессе кӗтнӗ. Бруно вӗсем майлӑ пулни инквизиторсемшӗн пысӑк ҫӗнтерӳ пулнӑ пулӗччӗ. — Пулӗ те, Мюльреди, — терӗ Гленарван. Азин хӗвел тухӑҫ ҫыранӗнче вӗсем сарӑ лаптак сӑн-питлӗ улӑпсене пӗрремӗш хут кураҫҫӗ. Ҫав ҫынсем вӗсен карапӗсем ҫинелле пысӑк чулсем ывӑтаҫҫӗ. Атту эпӗ халӗ шкула каятӑп, заведующипе калаҫмалли пур. — Калатӑп. — Пирӗн мужиксем йӗтӗн сахал акаҫҫӗ, — шухӑша кайса асӑрхаттарчӗ Баймаков. — Кӗнекесене илсе хур… Пурӑннӑ чухне ҫав хӗрача альбом тунӑ пулнӑ, унта вӑл «Пресвитериански хаҫатран» тӗрлӗ пӗлтерӳсем каса-каса илсе ҫыпӑҫтарнӑ: виле пытарнисемпе йывӑр инкексем ҫинчен, асапланса пурӑнакан мӗскӗнсем ҫинчен ҫырнӑ ҫав пӗлтерӳсенче. Вӗсем тӑрӑх ҫав хӗрача сӑвӑсем ҫырнӑ. — Тррр! Вӑл пӗр пӗчӗк лапчӑнса пӗтнӗ шуҫ коробка туртса кӑларчӗ. Шӑл тасатмалли порошок коробки пулчӗ иккен, анчах халь вӑл тапак коробки ӗнтӗ. — Ара эсӗ хӑвӑн ӗҫне ӗҫлех, ӗҫлех! Ҫӗр ҫинче кирлӗ ҫын мар! Вӗсен тар пӗтӗмпех пӗтнӗ ӗнтӗ, патронташсем пушӑ. — Апла эпир сирӗнпе пымастпӑр? — тесе ыйтрӗ Элен, унӑн куҫӗсем ҫавӑнтах салхуллӑн чӑлтӑртатма пуҫларӗҫ. Ергушов тайкаланать, тата пӗрмаях ахӑрса кулса, Назаркӑна аякӗнчен чышкалать. Ҫӑмламас, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскер, вӑл васкасах кӗпи-йӗммисене арчаран илсе кутамккине чикет. Амӑшӗ те хӑйӗн чӗринче темскер йӳҫсе хӑпарнине туйрӗ, хӑй ҫумӗнчи чухӑн тумланнӑ ҫамрӑк ҫын патнелле ҫаврӑнса, тарӑхса каларӗ: — Ҫынна юлташӗсем ӗмӗтленнӗ пек пытарма та памаҫҫӗ, — мӗн вара ку! Ӗҫсӗр аптӑранӑ ҫыннӑн пуҫӗшӗн… секретнӑй укҫаран… пӗр ҫитмӗл е ҫӗр тенкех те пама пулма юрать. Голышев кӳренчӗ пулас, шӑпланчӗ. Анчах, Озеров шухӑшланӑ пекех, ун пек пулмарӗ. — Ну, кай кунтан… чӑрмантаратӑн! Ҫулҫӳрев вӑхӑтӗнче Гленарван туземецсемпе тем пекех тӗл пуласшӑн тӑрӑшать. Вӗсенчен вӑл Грант капитан ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн. Вӗсемпе калаҫнӑ чух патагонец куҫарса пама пултарӗччӗ, унпа халь Паганель те аванах тӑна кӗрсе калаҫкалакан пулчӗ. Хӑй канӑҫсӑр вара, ҫав тери канӑҫсӑр. Ӗнер хӑйсем тискер кайӑка тупнӑ вырӑн тавра утса ҫаврӑнса нимӗн те тӗл пулман хыҫҫӑн, вӑл канса илме шутларӗ. Ҫак хӑруш вырӑнтан атя урӑх ҫӗре куҫатпӑр. Коммунистла этика ҫинчен ҫакӑн майлӑ хӗрсе кайса тавлашнӑ хыҫҫӑн анекдотсен ыйтуне принциплӑн сӳтсе-явма лартаҫҫӗ. Казачка хӑйне епле тыткаласси, епле утасси ҫинчен шухӑшласа тӑмасть — вӗсем иккӗшӗ те ирӗклӗн, кирлӗ пек аталанса пыраҫҫӗ. Анчах казачкӑн ҫын куҫӗшӗн мар тӑвакан кашни чи ансат хусканӑвӗнчех мӗн чухлӗ тӗлӗнмелле илемлӗх, мӗн чухлӗ ытарайми кӑмӑллӑх! — Ӗҫ шыратӑр-и? Ҫын хускалмарӗ. Чӳречисене йӗри-тавра хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ; алӑкӗсем ҫине вара юланутпа пыракан чӗлӗм хыпнӑ козаксене ӳкерсе лартнӑ. Эпӗ, герцогпа алӑкра тӑраканскер, асӑрхарӑм: курма килнисен кашниннех кӗсйи мӑкӑрӑлса тӑрать, аркӑ айӗсене темскер пытарнӑ; эпӗ тӳрех ӑнланса илтӗм: ку, паллах, тутлӑ шӑршлӑ япала пулас ҫук. Хӑйне вӑл юриех евӗклӗн тыткалать, анчах кӗҫӗн офицерсемпе питӗ официаллӑ, никампа туслӑ мар, службӑри хӑй вырӑнӗ тӗлӗшпе калама ҫук пысӑк шутлӑ. Моторсем кӗрленӗ сасӑпа гусеницӑсем чӑнкӑртатнӑ сасӑ хӑвӑрт вӑйланса пырса, халӗ ӗнтӗ хир тӑрӑх аслати кӗмсӗртетнӗ пек кӗрлесе каять. Нивушлӗ вӑл ӑна ҫыртса илнӗ? Вӑл ыйхӑ тӗлӗшшӗн манран мӑнастире ҫитсе килме ҫирӗм пус ҫеҫ ыйтрӗ пулас, анчах кайран сасартӑк тавҫӑрса илчӗ те, шӑп эпӗ ларма хатӗрленнӗ вӑхӑтра лашине тилхепе вӗҫӗсемпе ҫаптарма пуҫласа, мана пӑрахсах кайнӑччӗ ӗнтӗ. Мӗн пулни ҫинчен хыпар часах петӗм форчӗпе ҫаврӑнса илнӗ. Ответ илтӗнмерӗ, вара Мартини кровать патне пырса тӑчӗ. Аслӑ Артамонов темле нихҫан илтмен, ӑнланмалла мар сӑмахсем илтнӗ. Вӑл тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Ӑнланатӑр-и эсир? Тавтапуҫ, полковник, эсӗ те пулин ӑна кӑштах хӑратса илтӗн. Эпӗ хавассӑнах килӗшрӗм. — Юрӗ, чуп малта, — тетӗп. Мӗнле майпа, — вӑл хӑй те пӗлмен, анчах суккӑра ҫӗнӗ туйӑм пама пултаракан тулашри чӗрӗ пурнӑҫ йӗрӗсене, вӗсем чун-чӗрешӗн, тен, амантмаллӑх йывӑр пулса тӑма пултарсан та — ҫине тӑрсах анлӑлатма тӑрӑшнӑ. — Мӑнтӑр-и хӑйсем? Ҫук, хаклӑ ҫыннӑм, ку пурте суя: нӳхреп телейлӗ ултав, савӑнӑҫлӑ йӑпану ҫеҫ пулма пултарӗ. Эпӗ пӳрте кӗрсе кайрӑм, ним курман пек пултӑм, суккӑр тейӗн. «Анчах шеллени кирлӗ мар вӗт-ха ӑна, — шухӑшларӗ вӑл, — юрамасть, хама та, ӑна та улталама юрамасть…» — Хӑвна ан хӗрхен ҫеҫ — пурне те ҫӗнтеретӗн! Ҫаксене пӗлтернӗ хыҫҫӑн хӗр пӳлӗмрен тухрӗ те, алӑка каллех питӗрсе илчӗ. — Ҫук, ун пек мар: малтан аслӑ кассирччӗ, халӗ яслӑ канторщика куҫарнӑ. — Юрать те пулӗ, — терӗ Вернер, хулпуҫҫине пӑркаласа. — Пирӗн ҫӗршыв кӑмӑла каять-и сире? — ҫурма сасӑпа ыйтнӑ хӗрарӑм. Вӑл Томӑн кӗсйинче тата пӗр ҫурта та виҫ-тӑватӑ ҫурта тӗпӗ пуррине аванах пӗлсе тӑнӑ, ҫапах та Том вӗсене перекетлӗн тыткалама шутланӑ. Вӑл Говэнпа пӗрле юлчӗ. Пур енчен те хӑй тӗллӗн перекен пӑшалсенчен пеме пикенчӗҫ. Вӑл ман янаха тутлӑ шӑршӑ кӗрекен вӗри пӳрнисемпе ҫӳлелле ҫӗклентерсе кӑмӑллӑн кулса ыйтрӗ: — Вӑт мӗнле, эсӗ вулама юрататӑн-и, апла? Эсир кирек те мӗн тӑвӑр! Ак эсир пур, — сӑмаха пула, тен, хӑвӑр та час часах ӑнланман пушӑ сӑмаха пула, пӗр-пӗрне ҫапса суранланатӑр, юхан-шӑтана яратӑр, сӑмаха пула, пӗр-пӗрин ҫине ват сирпӗтетӗр, чуна-чӗрене тапӑнатӑр… Ӑна ӑнланасшӑн ҫунакан куҫпа ӑсатса, Игнат амӑшӗнчен шӑппӑн кӑна:— Улпучӗ — тухтӑр-им ку? — тесе ыйтрӗ. «Остап, Остап! ан парӑн!» кӑшкӑрчӗ Тарас. — Ӑна Швабрин аллине париччен, эпӗ, лучше, халех вилме килӗшетӗп, — терӗм эпӗ, урса кайнӑ пек пулса. Паянлӑха ӑна ӑҫта та пулин яма мӗнле тавҫӑрса илеймен-ха эсӗ! — Эпӗ урӑх япала шыратӑп-ха! — терӗ аптрасах ӳкнӗ Никодим пуп. Уйӑх тахҫанах ӗнтӗ пӗлӗт тӳпинчен ҫывӑракансем тулнӑ килкартине, ҫӑра ҫӳҫе тӗмӗсене тата карташ йӗри-таврашӗнчи тӗкме картине хупӑрласа тӑракан хытхурана ҫап-ҫуттӑн ҫутатса тӑрать. Ирхине чей ӗҫсе ларнӑ чух Егор унран:— Анчах та сире сасартӑк тытсан, ҫав еретиксен кӗнекисене ӑҫтан тупрӑр тесе ыйтсан, эсир мӗн калӑр? — тесе ыйтрӗ. Тата шутсӑр ҫиес килчӗ хамӑн. Катьӑна курнӑ чухнехи туйӑм чӗремре ҫаплах тӑрса юлчӗ, — пӗтӗмпех таҫта вӗҫетчӗ, таҫта ҫитетчӗ… — Пурне те… йӑлтах ӑнлантӑм… «Намӑссӑр! ав мӗнпе хур тӑвасшӑн эс мана! — тарӑхсах кайрӗ хӗрлӗрех сӑмсаллӑ хӗрарӑм. Ҫурҫӗр тӗлӗнче Комиссар сасартӑк шӑпланчӗ. «Сезам, уҫӑл!» теекенни. Павел Петрович Российӑна. тавӑрӑннӑ, ӗлӗкхи пурӑнӑҫпа пурӑнма хӑтланса пӑхнӑ, анчах халь ӗнтӗ ӗлӗкхи йӗркене кӗме пултарайман. Пурте ман ҫине пӑхаҫҫӗ: хӑшӗ тӗлӗнсе, хӑшӗ кӑсӑкланса, хӑшӗ тӑрӑхласа, хӑшӗ хӗрхенсе; пӗр кукамай кӑна лӑпкӑн пӑхать. Унтан вӑл, хыпаланса ӳкнӗскер, куҫлӑхлӑскер, ҫӑнӑхланса пӗтнӗскер, столовайне, эпе ҫывӑрнӑ ҫӗре Петька ҫырӑвне илсе кӗчӗ. Кунпа ытлашши савӑнмаллиех ҫук та-ха, анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Кӗтесех пулать ӗнтӗ, кӗтесех пулать. Анчах пӗр ҫырӑвӗ ӑна питех те тӗлӗнтерчӗ: адресне Метеорологи сержанчӗн аллипе ҫырнӑ, анчах та «К. Кукушкин капитанран», тесе ҫырнӑ пулнӑ. Паллах, «Ганс ҫӑлӗнчен» юхса тухакан шыв халӗ ӗнтӗ ҫырмари евӗрлӗ мар, ҫӳлтен аялалла, чулсем ҫинчен кӗрлесе анать. Хамӑн пӳртӗм, хамӑн вӑрманӑм, хамӑн юратӑвӑм вырӑнне ҫав гостинӑйсене, ҫав аялтан ют ҫын ҫивӗтне чиксе янӑ, ҫӳҫне помада сӗрсе тултарнӑ хӗрарӑмсене, ҫав килӗшӳсӗр пӑркаланакан тутасене, ҫав пытарса хунӑ тата пӑсса пӗтернӗ вӑйсӑр ӳт пайӗсене, ҫав гостинӑйсенчи калаҫу текен, анчах ҫапла теме нимӗнле тивӗҫлӗх те ҫук сӳпӗлтетӳсене куҫ умне тӑратсанах эпӗ чӑтма ҫук йӗрӗнетӗп. — Тӑрӑшӑр, тархасшӑн, тӳрех шыв юхӑмне хирӗҫ тытса пырӑр. Чей хыҫҫӑн Анна Сергеевна уҫӑлса ҫӳреме кайма сӗнчӗ; анчах ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнчӗ те, княжнасӑр пуҫне пурте гостинӑя таврӑнчӗҫ. Ку командӑлассин пӗтӗмӗшле паллинчӗ, ҫавна кура:— …чо! — пӗр харӑссӑн кӑшкӑрса ячӗҫ батальонсен командирӗсем тӑваттӑш те. Хуҫкаланать, нӑйкӑшать, — una carricatura — Меропӑна е Клитемнестрӑна вылясчӗ унӑн — пысӑк та трагедиллӗ япаласене, вӑл пур, — темӗнле ирсӗр нимӗҫ хӗрарӑмӗнчен кулса кӑтартать! Вӗсем пӗр-пӗрне палласа илеҫҫӗ те пӗрлех кермене таврӑнаҫҫӗ. — Пит инҫетрен, Марко бай, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ каҫхи хӑна. Вӗсемпе пӗрлех ик-виҫӗ адвокат тухнӑ. Журналсенче хӑйне мухтаса ҫырни тухсан, вӑл, ку мухтава хӑй укҫипех тӳлесе илнӗ пулсан та, пӗчӗк ача пекех савӑнчӗ. Разметнов хӑйне ют ҫын картишне пырса кӗнӗнех туйрӗ: чӗлпӗрне алкум тытми ҫумне ҫыхрӗ те, — пӳрте кӗчӗ. Кӑмӑлӑра ҫирӗплетӗр! — тавӑртӑм эпӗ, анчах, начарланнӑ юнсӑр кӗлеткене курас мар тесе, куҫа ҫӗрелле тартрӑм. Тӳрех пурте пуҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗҫ те таҫта инҫетре, ҫӳл тӳпере, моторсем, тӗкӗл турасем пӗк, вӑрӑммӑн нӑйланине илтрӗҫ. Урасем йӗпе-и? — Анчах эсӗ тулхӑрса ан тӑр-ха кунта… Шӑллӗ темле ӑнланмалла мар ҫын пулса пынӑ. — Сирӗн кирек мӗнле пулсан та ҫапӑҫмалла-и вара? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен италилле; ку таранччен вӑл французла калаҫнӑччӗ-ха. — Ҫук. Ҫав чӑтлӑх урлӑ, лӑпах фортпа тӗлме-тӗл, вӑрӑм уҫланкӑ кайнӑ, вӑл уҫланкӑра сукмак пулнӑ. Аслӑ уяв кунӗсенче йӑрӑс пӳллӗ хура чурасем халӑх хушшипе йӑтса иртнӗ чух чӑн-чӑннипех хитрен курӑннӑ вара патша, Сарон айлӑмӗнчи лили пекех! Анчах халӗ эсӗ, председатель пулсан, кала-ха пире: пирӗн канмалли кунсене ӑҫта кайса чикрӗн эсӗ? — Аха, Рита! Пуҫна пӗшкӗрт-ха, манӑн инкекӗм! Снеффельс та ҫав сӳннисен шутӗнче, истори тапхӑрӗнче вӑл мӗн пурӗ те пӗрре анчах лава пӗрхӗнтерсе кӑларнӑ, ку 1219 ҫулта пулнӑ; ҫавӑнтан кайран вӑл ерипен чарӑнса лӑпланса ларнӑ та, халӗ ӗнтӗ ӗҫлекен вулкан шутне кӗмест. Уяр каҫ уҫӑ вырӑна тух та пӗлӗте сӑна. Тен, пӗр-икӗ сехет тӑрсан, тӳпере метеорсен ҫӑлтӑрӗсем ҫуталнине е сӳннине курӑн. Лещенко штабс-капитан та ҫакӑнтахчӗ; хайӗн яланхи пӑтранчӑкла та кичем сӑнӗпелен вӑл чӳрече умӗнче ларать. Вӑл бук катинчен тухрӗ те ҫырма урлӑ каҫрӗ, унтан тӳрех кӗтӳҫӗ ҫурчӗ патнелле утрӗ. Амӑшне хулпуҫҫинчен тытса, унпа юнашар Софья тӑчӗ, хӑй шлепкесӗр, — ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑннӑ, ача пекех курӑнакан пӗр ҫамрӑк йӗкӗте ӳкесрен тытнӑ. Петрӑн Никитӑна каллех путарса лартас килсе кайрӗ. — Анчах эсир ак халь мана урӑххи пирки каласа патӑр. Вӑл урамӑн тепӗр енчи йывӑҫпа питӗ интересленет. Юлашкинчен, августӑн 6-мӗшӗнче, Генри Стэнли океан ҫыранӗнчен тӑватӑ кун каймалӑх ҫул ҫинче вырнаҫнӑ Ни-Сандӑна ҫитнӗ. — Ложись! — кӑшкӑрса ячӗ Озеров. Пур енчен те ӗнтрӗк киле пуҫларӗ. Халӗ тӳпери кирек хӑш вырӑна та фотографипе ӳкерсе илме май пур, ӳкерчӗкӗ вара ҫав вырӑнта телескоп витӗр курӑнакан ҫӑлтӑрсене те, телескоп витӗр курӑнманнисене те кӑтартать. Гокинс, санран питӗ чаплӑ юнга пулӗ. Вӗсен сӑмаххисен ҫемине кӗрсе хуҫа та мӑкӑртататчӗ: — Эпӗ — мӗн вара? Инҫетри флангсенче пӗлӗт, кӑҫал ҫулла ялан хӗрелнӗ пек, хӗрелме пуҫларӗ, унта час-часах сигнал ракетисем, кайӑксем пек, сиксе чӗтренкелесе илеҫҫӗ, оборона рубежӗ умӗнче вара сӗм-тӗттӗм. Вӗсене ҫав тери савӑнӑҫ ҫавӑрса илнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Анчах ытти кимӗсене пурне те сӑнчӑрпа кӑкарса ҫӑрапа питӗрнӗ, вӑл вара манӑн кимӗпех кайма пулчӗ, мана хӑй каялла таврӑниччен ҫакӑнта ларма е тепӗр кимӗ шыраса тупма хушрӗ. «Кӑмӑлу пулсан, килне кайса инкек ҫинчен тӑванусене малтанах систерме пултаратӑн», — терӗ. Ну, Джим вара ҫапла тӑвайрать-и? Тек пахча ҫимӗҫпе те сутӑ тума пултараймасть пулсан вара, ун вилмелли кӑна тӑрса юлать. Хӑй умӗнче вӑл йӑлтах ҫуркаласа, таткаласа пӗтернӗ, юнланса шыҫӑннӑ туталлӑ, кӑвакарса хӑпарнӑ куҫлӑ, вилӗ сӑнлӑ пите курчӗ. Каҫар мана, Шура, каҫар та ман», — вӗҫсе иртрӗ салхуллӑ шухӑшсем ун пуҫӗнче. Вандейӑн ҫав пайӗнче республика пачах ҫӗнтерчӗ, ун пирки иккӗленмелли ҫук. Анчах мӗнле республика-ха? Вӗрен пусма кирлӗ ӑна, ку япала тӗрме ҫыннисен пурин те пулать. Сакӑр кун хушши пычӗ ҫак асап. Арҫын хӑйӗн кил-ҫуртӗнче патша. Мӑйне тӑсса, куҫӗсене хупса, хӑраса тӑракан автана тӗттӗм кӑвак пуҫӗнчен аллипе шӑлкаласа, Лукашка ӑна алли ҫине илчӗ. «Ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман ку крепӑҫрен тухса, ӑҫта куҫ курать ҫавӑнталла кайӑпӑр. Вӗҫекен состава суйласа илмелли правилӑсенче ӳт-пӳре ҫитменлӗх пур ҫынсене сывлӑша кӑларса яма юраманни ҫинчен калакан статья тупнӑ чӑкӑлтӑш чиновник-и? — Халӗ эпӗ каласа панине йышӑнатӑр-и ӗнтӗ, хаклӑ сэр? Германи императорӗ Генрих IV католик чиркӗвӗн пуҫлӑхӗпе — Рим папипе Григорий VII-пе тава кӗрсе кайнӑ. Пӗр саса ҫеҫ — инҫетре, утравӑн тепӗр вӗҫӗнчи скалӑсем ҫине хум пырса ҫапӑннӑ сасӑ ҫеҫ шӑплӑха хускатать. Андрей, сӗтел патӗнче ларса, нумайччен вӑл ӑшшӑн йӑшӑлтатса кӗлтунине тата ассӑн сывла-сывла илнине илтрӗ. Вӑл Ньясӑпа Танганьика кӳллисем хушшинчи ҫӗре тӗпчеме шутланӑ. Упа вилсе кайрӗ. — Мӗн пулнӑ вара? Ӑна ҫӗр ҫуратнӑ, пӗтӗм пурнӑҫ ӑна ҫӗнтерӳ сунать, — пӗтӗм пурнӑҫ! Пӗрре кӑна, сӗм ҫӗрле, мана математик хӑркӑлтатса хаяррӑн кӑшкӑрни вӑратрӗ: — А эпӗ — тӗрме, тетӗп! — Энск электростанцийӗ, — хуравларӗ вӑл, эпӗ ҫурт ҫине кӑтартса, вӑл мӗнле япала иккенне ыйтсан. Ку ҫапах та пӑшал вӗт — паллӑ япала, лешне вара — шуйттан пӗлет-и, сысна. Ответ кӗтсе илмесӗрех, вӑл тепӗр кӳршинчен ыйтать: — Эсӗ — кам? Икӗ салтак Челкаша хыпашласа пӑхрӗҫ те ҫӑмӑллӑн тӗртсе урамалла кӑларса ячӗҫ. Юланутҫӑ ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ, анчах кая юлчӗ. Ӑшӑ-и, сивӗ мар-и сана, пепкеҫӗм? Лашана хамӑр ачасенчен хӑшӗ та пулин колхоз витине илсе кайтӑр. Анчах нимӗнле ура сасси те илтӗнмест. Егорушка тепӗр пӳлӗме тухрӗ; кунта ҫӗвӗ машини ларать, чӳрече ҫинче шӑнкӑрч хупнӑ читлӗх ҫакӑнса тӑрать, залри пекех, турӑшпа чечек чӳлмекӗ нумай тата. Хӑш чухне ҫавӑн пек минутсенче пӗтӗм ҫӗр тем пысӑкӑш арестант баржи пек туйӑнса каятчӗ; вӑл сысна пекчӗ, ӑна вара куҫа курӑнман пароход ӳркенсе таҫталла туртса каятчӗ. Ҫитет! Тӑр ухмах! — пӗтӗм пӳрте янӑратма тытӑннӑ Ерофей Кузьмич. Лукашкӑна ан кай. Ерипенех акӑ тӗттӗмленме пуҫларӗ. Хамӑр чылай хӑвӑрт вӗҫтерсе пыратпӑр. Гаррис Джека ку кайӑк ҫынран хӑраманни, асьендӑра кунӗпех вӗсем «тэр-тэр» тесе кӑшкӑрни, ҫӑм арлакан урапа сӗрленӗ евӗр, ҫунаттисемпе шаплаттарни илтӗнсе тӑни ҫинчен каласа пачӗ. — Халь пӗтӗмпех пӗтертӗн-и? Тул ҫутӑлсан сывлӑша пӗрремӗш эскадрилья хӑпарса кайрӗ, ӑна полковник хӑй ертсе пычӗ. — Мӗншӗн тесен эсир иртни ҫинчен кӑна шутлатӑр, унӑн хальхи пуранӑҫӗпе пуласлӑхне манатӑр, — терӗ ученӑя Джон Мангльс. Тен, мӗнле те пулин тискер кайӑк? Вӑл Корчагин ҫине пӑхса илчӗ те:— Эпӗ сире таҫта курнӑ, юлташ. Ҫӑва патнех кайтӑрччӗ вӑл: халӗ ӗнтӗ пирӗн пӑшалсем те, ҫӗр айӗнчи шӑтӑк та, — вӑрӑ-хурахра ҫӳремешкен пурте пур. Ҫав хулара укҫа алӑ айне килсе кӗчӗ те пӗтӗмпех пӑсса хучӗ! Чавса купаланӑ тӑпра ярӑмӗ вӑрмана кунсерен шалтан шала кӗрсе пырать. Ой, турӑ ҫынсене мӗнле телей парать! — Акӑ мӗн, Павка, — терӗ Артём шӑллӗне. Ҫул ҫинче, Винница патӗнче, вӗсен поезчӗ ҫине бомбӑсем пӑрахнӑ. — Пытанас пулать, хӗрарӑмсем! Денни чӑтма пултарсан, ӑна кӗмешкӗн ӑна валли хӑйӗн кӗтесӗнче тӑма лӑпах пӗр минут вӑхӑт пулнӑ. Ҫӗр вырӑнне пӗчӗк пӑрҫа илсе кӑтартас пулсан, Хӗвел моделӗ валли арбуз илме тивет. Ун чухне эпӗ вӗсем ҫапла пӗр кавара килнине нимӗн те пӗлмен. Ать, два! Вунсаккӑрта чухне вӑл темле усал сивчирпе кӑштах вилсе выртман; унӑн ачаранпах ҫирӗп пулнӑ организмӗ, чире пула ҫав териех хавшанӑскер, чылай вӑхӑт хушши тӳрленсе, ӗлӗкхи виҫене ларайман. Кайрантарах чирӗн юлашки паллисем те пӗтнӗ пулнӑ ӗнтӗ, анчах ашшӗ ҫаплах Елена Николаевнӑн нервисем ҫинчен шӑртланмасӑр калаҫма пултарайман. Вара: «Манӑн пӗртен-пӗр ывӑл пурччӗ, унпа та уйрӑлма тивет! — терӗ атте. — Ich hatte einen einzigen Sohn und von diesem muss ich mich trennen». Ҫак вӑхӑтра инҫетрен, нумай-нумай туннельрен, кӗрлев килме пуҫларӗ. Хаклӑ ҫынсем, калатӑп сире: ҫав хӑлхасӑр Васькӑна кам ҫывӑх пӗлмест, ҫавӑ хӑй ӗмӗрӗнче вунӑ ҫул ытларах пурӑнать. 6) Румкорфӑн икӗ аппарачӗ, вӗсем электричество вӑйӗпе ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене ҫула илсе ҫӳреме маллӗ те хӑрушӑ мар. Хӗҫпӑшал таврашӗнчен пирӗн Пердли Иор тата К° фирмин икӗ карабинӗпе Кольт текен икӗ револьвер пур. Аулра темӗн чухлӗ йытӑсемччӗ, вӗсем пире хаяррӑн вӗрсе хирӗҫ чупса тухрӗҫ. Пур тӑм та чӗрчунсем тума юрӑхлӑ пулман: тӑмӗ типсе ҫитсенех теттисем ҫурӑлса ваннисем те пулкаланӑ. — Суятӑн пуль? — тенӗ Ваҫили Андрейч. Фелим кулӑшларах калаҫнине вӑл палӑртмаллах интересленсе итленӗ. — Унтан, Алафрантов енне ҫаврӑнса, Юрдан ҫакӑн пек ыйтрӗ: — Мӗн пулать-ши ӗнтӗ тухтӑра? Паллах ӗнтӗ, малтан чи пысӑк астероидсене тупнӑ. Ак ҫаксене пӗлетпӗр ӗнтӗ: Церера, Паллада, Юнона, Веста. Эпӗ йӑнӑшатӑп пулсан, испани, француз, итали грек е еврей чӗлхисене сӑнаса пӑхма пулать. Дик Сэнд чӗрнисемпе ҫӗре чавма пуҫласанах площадьре йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, ку вӑл Динго сасси мар. Ку вӑл, тӑванӑм, илтнӗ ҫӗртех калаҫайманин сайра пӗрре кӑна пулакан япала. Ҫатӑрка ҫутӑ ҫулӑмпа ялкӑшса ҫунать те ванса пӗтет, тӗксӗм хӗрлӗ тӗтӗм мӑкӑрланса тӑран ҫӗлӗк пек кӑвайт ҫийӗн ҫӗкленет. Анчах ҫамрӑк капитанӑн ӗмӗчӗ тӗрӗсе тухмарӗ. «Ӗмӗтсӗр ухмах эсӗ, — терӗм эпӗ. Кам пӗлет, темӗнпе пӗтнӗ пулӗччӗ ку тытӑҫу, анчах паллакан уҫӑ сасӑ: — Трезор, каялла! — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Каялла тавӑрӑнсан, эпӗ сан мӑнкӑмӑллӑ аҫуна каласа ӗнентерӗп: ун хӗрӗн кӑмӑлне ҫавӑрса илнӗ чухӑн мустангер вӑл… — Эпӗ ыттисенчен ытларах ҫылӑхлӑ мар; — кӳренсе кӑшкӑратчӗ кукаҫей, — сапах та ытларах асап лекрӗ мана! — Ах, улпутӑм, илтсеччӗ ҫав эпир те — ҫак кунсенче Покровски пономарӗ пирӗн староста патӗнче ача ячӗ хунӑ ҫӗрте пулнӑ, тет те, ҫапла каларӗ, тет: ҫитӗ сире ирӗкре ҫӳреме; ак Кирила Петрович аллине лексен, кӑтартӗ вӑл сире, терӗ, тет. — Кӑмӑлтан ыйтатӑп, — ан чӑрмантарӑр! — Вӑл индеецсем пулман пулӗ тетӗр-и эсир? Хӑшпӗр чух эпӗ Смурыйӑн кӗнекисенчи сӑмахсене калаттӑм; ҫав пӗр пуҫламӑшӗ те вӗҫӗ те ҫук кӗнекинче каланӑччӗ: «тӗрӗссипе каласан, никам та тара шутласа кӑларман; яланхи пекех, вӑл нумай хушӑ вакӑн сӑнаса, пӗлсе пурӑннӑ хыҫҫӑн пулса тухнӑ». Йывӑр техникӑллӑ тата нумай йышлӑ ҫар ушкӑнӗсене вырнаҫтарса тӑратма май ҫук кунта. Пӗтӗм участокӗ ҫавӑн пек. Уйрӑммӑнах кӗрхи ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра япӑх. Ак хамах халь вилӗм шыратӑп, пурнӑҫпа сыв пуллашса уйрӑлатӑп, ылханса уйрӑлатӑп… Анчах унпа тислӗк турттарма юрать, ҫынсене кӑнтӑрла ҫӳреме юрамасть, аван мар, ҫӗрле ҫеҫ, тӗттӗмре юрать. Чӳречесем хушшинчи стена ҫинче, пысӑках мар комод тӑрринче, Николай Петровичӑн ҫулҫӳрекен художник тӗрлӗ майлӑ тӑратса ӳкернӗ чылаях начар сӑнӳкерчӗкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ; ҫавӑнтах Феничкӑн пачах ӑнӑҫсӑр тухнӑ сӑнӳкерчӗкӗ те ҫакӑнса тӑрать: тӗттӗм рама ӑшӗнче темӗнле куҫсӑр сӑн-пит пикенсех кулса тӑрать, урӑх нимӗн те ӑнланма ҫук; Вӗсене алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе ҫӳретпӗр! — Эсир — питӗ талантлӑ, тимлӗ чун-чӗреллӗ те анлӑ шухӑш-кӑмӑллӑ ҫын, акӑ вара хӑвӑра… юри тунӑ пекех пӗтеретӗр. Пысӑк каччӑсем тата мужиксем те хӗрарӑмсене юратса пӑрахнисене эпӗ, паллах, пӗлеттӗм, тӳррӗн каласан, вӑл мӗне пӗлтернине те пӗлеттӗм. — Эсир иксӗр те! Костя сайра та ҫутӑ куҫ хӑрпӑкӗсене выляткаласа, Лозневой сӑмахӗсене аран ҫеҫ тавҫӑрса, тӑнласа тӑчӗ. Мӗншӗн сан нумай вӗренмелле? — ыйтнӑ Фома. — Эс мӗншӗн ҫак упа шӑтӑкне килсе кӗтӗн? — ыйтрӗ вӑл, енчен енне пӑхкаласа. Кӑвак ҫӳҫлӗ, курпун сӑмсаллӑ, кӑкри ҫине медальсем ҫакнӑ хуралҫӑ халӑха тӗрткелесе сирчӗ те Букина пӳрнипе юнаса:— Эй, ан кӑшкӑр! — Сирӗн пата такам килнӗ, пӗр-пӗр слесарь пулас, кам пӗлет ӑна, сире курасшӑн, — терӗ тепӗр кунне Берсенев тарҫи, улпучӗпе ҫирӗппӗн калаҫаканскер, иккӗленекен ӑс-хакӑллӑ ҫын. Хальхинче вӑл кубиксем ҫине малти урине пусрӗ, вӗсене пама шутламаннине уҫҫӑнах кӑтартрӗ. Шоколадлӑ конфетсемпе Англи ирисӗ-и? — Вӑл апли апла та-ха, — терӗ Андрей. Мелник каҫӑрӑларах тӑчӗ, таҫтан та тепле майпа хӑйне пулӑшма пынӑ палламан ҫынна ӑсран кайса тинкерчӗ. Ҫав кун, каҫала умӗн ӗнтӗ, Шырланпуҫшӑн пӗчӗккӗ мар ӗҫ, никамах та асӑрхаман пит пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ: ҫичӗ сехет тӗлнелле Островнов ҫурчӗ патне хӳхӗм урапа чуптарса ҫитрӗ. Турӑ мӗн панипе хӑналарӑм кӑна, ун-кун калаҫса кайрӑмӑр, юлашкинчен Дубровский ҫинчен те сӑмах хускатрӑмӑр — эпӗ ӑна хам хуйхӑ ҫинчен каласа патӑм. Эпӗ ӑна: «Сана кирлӗ-тӗк — хӑв кил!» — тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах урӑх шухӑш тытрӑм: ун патнелле утатӑп, тӑвана курнӑ чухнехи пек кулкалатӑп, трантас патне ҫитрӗм те, алла ун енне тӑсса, калатӑп ҫакна: «Аван-и, тӑванӑм! — Егор Иванович-и? Часах Берсенев килсе кӗчӗ те Анна Васильевнӑна Инсаровран салам каларӗ тата вӑл ӑна систереймесӗрех Мускава кайнӑшӑн каҫару ыйтни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫапах та, вуллинчен хуппи кӑна тӑрса юлнӑ пулин те, йывӑҫ хӑрман. — Эпӗ унта ҫуралнӑ. Анчах Чурка намӑс курса, хутланса ларса аяккалла утнине пӑхса тӑрасси тата ытларах кӳренмелле туйӑнчӗ. Давыдов сасартӑк аса илчӗ: ара паян, Нагульнов арӑмӗ вӗсене ирхи апат лартса панӑ чухне, ҫав хӗрарӑмӑн куҫхаршинчен ҫӳлерехре тахҫанах юнӑхса ларнӑ лимон манерлӗрех симӗс тӗслӗ ҫапса кӑвакартнӑ паллӑ пуррине курнӑччӗ вӑл; вара, хӑйӗн ҫухи хушшине утӑ ҫӳпписем лекнӗ пек питне-куҫне пӗркелентерсе тата мӑйне хускаткаласа, ҫапла ыйтрӗ: — Эсӗ ҫапса кӑвакартнӑ-и ӑна? Кукамай залраччӗ ӗнтӗ: вӑл, пукан хыҫӗ ҫине пӗкӗрӗлерех таянса, стена ҫумӗнче тӑрать, пикенсех турра кӗлтӑвать; ун патӗнче атте тӑрать. Шахмат вӑййинче Корчагин выляса яни ӑнсӑртран пулса тӑнӑ япала мар. Пугачев кулни манӑн кӑмӑла кӑштах ҫӗклентерчӗ. — Григорьев юлташ, эсир пӗлетӗр пулӗ хӑвӑра кунта мӗнле ӗҫпе чӗнтернине? — тесе пуҫларӗ вӑл, хам миҫерине, мӗнле ӗҫре ӗҫленине, суд таврашӗпе халиччен ҫыхланманнине тата ытти ҫавӑн йышшисем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ хыҫҫӑн. Старик краска хутаҫне илнӗ те пичӗпе аллисене хӗрлӗ-хӑмӑр краскӑпа сӗрнӗ, вӑл краска Хура Урасен тасаран та таса краска вырӑнче шутланнӑ. Койот юррине юрласа вӑл чӗлӗмне чӗртнӗ те тӗтӗмне ҫутҫанталӑкӑн тӑватӑ еннелле те кӑларса янӑ. Вӑл ерипен кӑна тата пит асап тӳссе шуса пынӑ. Ҫак пӗр-пӗринпе ылмашӑнса тӑракан сӑнлӑхсем чуна ҫӗклентерсе яраҫҫӗ. Ҫутҫанталӑка ним чухлӗ те юратман ҫынна ҫеҫ тинӗс ялан пӗр евӗрлӗн курӑнать. «Пилигрим» команди — хӑй ӗҫне пӗлекен, опытлӑ, пӗр йӑлаллӑ, пӗр шухӑшлӑ моряксем — килӗштерсе туслӑ пурӑннӑ. Марко апатланнӑччӗ ӗнтӗ, самшит хӳттинчи тенкелӗ ҫинче канса кӑна кофе ӗҫсе ларатчӗ. — Пешков, вулама кил. — Пӗр минут та сая ямалла мар, — хушса хучӗ капитан. Каҫарӑр мана, ку ята эпӗ нихҫан та илтмен. Эпӗ кулса ятӑм. Тар тӗтӗмӗ сирӗлсе кайрӗ те, эпир вара, ҫак ҫӗнтерӳ пире мӗн тери хака ӳкнине куртӑмӑр. Отелло та шӑхӑртса пӑхрӗ. Пан полковник сцена умӗнче хисеплӗ вырӑна вырнаҫса ларчӗ те спектакле пуҫлама хушса паллӑ турӗ, чаршав ҫавӑнтах ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Куракансен умӗнче сцена ҫинчен чупса тухакан режиссёрӑн ҫурӑмӗ вӗлтлетсе ҫухалчӗ. — Ҫук, эсӗ чарӑн, ман критикӑна ман ҫӑвара каялла ан чик! — хӗрӳленсе ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Ҫӑрттан мучи. Санин вара пӗр сехете яхӑн ҫакан пек калаҫса ларчӗ. Стойко мучи, ав, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та… — мӗн ыйтнине тӗплӗн пӗлмесӗрех калама тытӑнчӗ Калчо. — Алхасӑвӑн шӑпи тулчӗ! — тет те вӑл, куҫне хӗссе юрлама тытӑнать: — Улпут ачи-пӑчисемПурӑннӑ пыл-ҫу ҫисе Ашшӗ пурлӑхне вӗсем Кӳпнӗ-янӑ иртӗхсе. Серафим вӑрӑ-хурахсемпе тухатмӑшсем ҫинчен, мужиксен пӑлхавӗсем ҫинчен, хурлӑхлӑ юрату ҫинчен, лӑпланайми алхасакан тӑлӑх арӑмсем патне ҫӗрле вӗриҫӗленсем вӗҫсе пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, — ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те вӑл ҫав тери ӑста каласа панӑ, ҫавна пула ку юмахсене унӑн чарусӑр хӗрӗ те нимӗн чӗнмесӗр, ача пекех, каҫса кайсах итленӗ. Зинаидӑра чарусӑр аскӑнлӑхпа ӗҫе шухӑшласа, ҫав тери тӗплӗ тӑвасси пӗрлешсе тӑнӑ, ҫакна Артамонов йӗрӗнсе сӑнаса пурӑннӑ. Вӑл ферма патне ҫитиех тӑсӑлса выртать, унӑн чӑтлӑхӗсенче, Бретанири ытти вӑрмансемпе вӗтлӗхсем пекех, ҫырма-ҫатрасем, сукмаксемпе тарӑн варсем нумай, пӗр сӑмахпа каласан, вӗҫне-хӗррине тупма май ҫук ҫул-йӗрсем: унта республика отрячӗсем, кунти тавраша пӗлменскерсем, яланах аташса кайма пултарнӑ. Каҫар, — куратӑп эпӗ! — мӑкӑртатрӗ Павел пуҫне усса, унтан амӑшӗ ҫине кӑшт куларах, йӑпӑрт кӑна пӑхса илчӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса, именсе, ҫав вӑхӑтрах савӑнса хушса хучӗ: — Эпӗ куна манас ҫук, — тупата! Кил хуҫи хӗрарӑмӗ ҫурма сасӑпа калаҫрӗ, пӑлханнипе вӗҫсӗрех пӳрнескине ҫӗре ӳкерчӗ, Катя вара, ун ачин ачи, ӑна шырама сӗтел айне кӗре-кӗре кайрӗ; унта вӑл кашнинчех чылай вӑхӑт тухмасӑр ларчӗ, ахӑртнех, Егорушка урисене пӑхрӗ пуль. Анчах манӑн мӗн те пулин хӑвӑр ҫинчен, хӑвӑр ҫемье ҫинчен, хӑвӑр аҫӑр ҫинчен пӗлес килет. Чи малтан эпӗ — коммунист, унтан вара… факт! унтан вара колхоз председателӗ. Манӑн суха тӑвас ӗҫ пӑчланса пырать пулсан, манӑн кунта ларас-и?.. Ну, пӑрӑн-ха, ху патна кӗрсех каласа парам… — Эпир ӗнтӗ виҫҫӗмӗш эрне рота ути патӗнче ӗҫлерӗмӗр, халь авӑ, куран, пурне те чӗнтерчӗҫ; хальхи вӑхӑтра хамӑр полк хӑш вырӑнта тӑнине пӗлместпӗр-ха, паллӑ мар вӑт. — Персе пӑрахатӑп, сволочь, — терӗ Яков хӑрӑлтатакан сасӑпа, револьвер тытнӑ аллине тӑсса, — леш ҫын хӑйӗн сарлака пичӗпе ун еннелле ҫаврӑнса мӑкӑртатса илчӗ: — Персе пӑрахрӑр ӗнтӗ… — Пӗлместӗп… хампа пӗрле эпӗ пӗр ҫынна илсе килтӗм. — Курмасӑрах кайма лекет ӗнтӗ. Халӗ ӗнтӗ пурте алӑк патӗнчи пӳлӗмреччӗ — ҫурӑмӗ ҫине михӗ ҫакнӑ чӗмсӗр Ромашов, алчӑранӑ Вышимирский аллинчи пушӑ стаканӗпех. Мӗн вӑл ялав? Хама нумай япаласем ҫинчен калакан сасӑсен килӗшӳллӗ илемлӗхне пӑсас мар тесе, эпӗ пукан ҫинче ним хускалмасӑр, хыттӑн сывламасӑр ҫур сехете яхӑн лартӑм. Ҫак ҫамрӑк хӗр ытла илемлех мар, хура куҫлӑ, пӗр тикӗс янӑраман сасси пӑсӑлма та ӗлкӗрнӗ. Апат пӗҫерекен уҫӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм ҫине ӑшшӑн пӑхса, вӑл ҫапла каларӗ: — Апатшӑн, эрехшӗн сире пурсӑра та спаҫҫибӑ, сана, Куприяновна, пуҫ тайса тав тӑватӑп. Ҫыран хӗррине ҫитсе вӑйлӑ ҫапӑннипе пӗренесене ҫыхнӑ пӑявсем татӑлса кайрӗҫ, сулӑ пайӑн-пайӑн саланса вакланчӗ. Кӑшт тӑрсан йывӑҫ чӳрече хуппи ҫӗкленнӗ, шалтан пӗр старик хӑйӗн кӑвак сухалне кӑларса тӑратнӑ. Нумайччен ҫывӑраймарӑм эпӗ: мана вӑрттӑн кансӗрлӗх ҫӗнтерсе илчӗ. Аннеҫӗм ассӑн сывларӗ те шухӑша кайрӗ. Нумайччен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл:— Ҫуркунне: Атаманчукова колхозран кӑлармалла, тесе-каларӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Мӗнле шуйттанла вӑй! ӑна пӑртак хӑй евӗрлӗ тусан, вӑл ман пир витӗр сиксе тухӗ. Тата мӗн? Ман пирки шухӑшларӑн-и? Пӗлместӗп… тен, ӑҫта та пулин кунтан лайӑх цирк та пур пулӗ, анчах эпӗ кунран лайӑххине пӗрре те курман. Весовщиков, хӗрлӗ ҫӳҫли тата фабрикӑран Павел ертсе килнӗ йӗкӗт — виҫҫӗшӗ тачӑ ушкӑн пулса тӑчӗҫ те амӑшне темшӗн килӗшмерӗҫ. Ниҫтан палласа илмелле мар, юрӑхсӑра тухнӑ темиҫе вилене чугун ҫул айккине вырттарчӗҫ. Ҫав хӗрсе кайнӑ вутра кам та пулин чӗрӗ юлнӑ тесе шухӑшламалли те ҫук. — Мӗн, ӗҫсем начар-им? — шӑл йӗрсе илнӗ Щуров. Эпӗ Максим Максимыч мар: эпӗ штабс-капитан. Матроспа вӑл Климкӑсен килӗнче уйрӑлнӑ. Ашшӗн ҫивӗч симӗс куҫӗсем тунсӑхлӑ та ӗшеннӗн пӑхнине курсан, Люба ӑна хӗрхенсе кайнӑ, каярах вара, ашшӗ апат сӗтелӗ хушшине кӗрсе ларсан, вӑл старик патне сасартӑк пынӑ та, унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине аллисене хурса, питрен сӑнаса пӑхса, ҫемҫен те шиклӗхлӗн:— Атте! Эсир чирленӗ пуль — калӑр! — тесе ыйтнӑ. Суя! Колхоз ӗҫӗсене ҫеҫ мар, пӗтӗм Союзри ӗҫсемпе тӗнчери ӗҫсене те сӳтсе яватчӗҫ. Хӑш чухне ҫанталӑк пӑчӑ чухне, кунта колхоз пухӑвӗсемпе митингӗсене ирттеретчӗҫ. Леш йӗкӗт — чиркӳ карти ӑшнелле, пӑру — ун хыҫҫӑн, йӗкӗт — чиркӳ крыльци ҫине — пӑру — ун хыҫҫӑн. — Сирӗн аллӑр ҫырман-и ӑна? Операци ҫав тери лайӑх иртсе кайнӑ темелле пулать пулӗ, мӗншӗн тесен, вӑл, халатне хывнӑ май, мана латынла темскер каларӗ, Козьма Пруткова аса илчӗ:«Е телейлӗ пулас тетӗн-тӗк — пул!» Хӑйне ун куҫӗнче тата ытларах ӳкерес мар тесе, Чуб саламатне ярса тытрӗ те ӑна ҫурӑм тӑрӑх виҫӗ хутчен туртса ҫапрӗ. Мӗн тума пуҫтарӑннӑ-ши ҫав ҫӑткӑн кайӑксем? — Миҫе? Жоржетта светуя кӑмӑллӑн илчӗ те:— Пичче, — терӗ. Таврара тӗлӗн-тӗлӗн сӑртсемпе ҫырма-ҫатра татса каҫнӑ салхуллӑ кичем пушӑ хирсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Ҫапла. — Пӗр Вихир ҫеҫ вилнӗ вӗт-ха? — Сӗлӗ ҫук, вӑрлӑхлӑх хӑварни кӑна, — хуравларӗ Давыдов, ҫав вӑхӑтрах, ытла та аван мар пулнипе, хӑйне хӑй сивленипе, ӑшра пӗтӗмпех сивӗнсе кайрӗ. Ҫуркунне тӗлӗнмелле лайӑх балкон алӑкне кӑларса лартрӗҫ ӗнтӗ, оранжерея патне каймалли сукмак тӑватӑ кун каяллах йӑлт типсе ҫитнӗччӗ, персиксем пурте чечек ҫурнӑ, юр тӗл-тӗл ҫеҫ юлнӑ, чӗкеҫсем вӗҫсе килчӗҫ, Любочка паян мана пирвайхи ҫурхи чечексене татса килсе пачӗ. — Эсир ахалех мана кӳрентеретӗр, мистер Стумп, эпӗ пӗчӗк флягӑран ҫеҫ ӗҫсе ятӑм. Хӗрарӑм хирӗҫ чӗнме мар, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл тӳрех малалла утрӗ. — Эпӗ ытарайми йӑлана, сире кашни кун курас-илтес йӑлана пӑхӑнасран сыхланма пултараймарӑм (Мария Гавриловна St-Ргеux малтанхи ҫыруне аса илнӗ). Ун шухӑшӗпе — е эпир пит чӑкраш халӑх, е пирӗн таврари халӑхсем пит усал. Вӑл: сирӗн генералсем корольсенчен пуян пулмалла, терӗ. Взводӑн пӗр задача кӑна — тыткӑна лекнисен ушкӑнӗ витӗр хӑвӑртрах тухмалла та, хамӑр танксем хыҫҫӑн, нимӗҫсем ҫине ыткӑнмалла. Танксем ӗнтӗ малта кӗмсӗртеттерсе пыраҫҫӗ. — Эсӗ ман валли икерчӗ вӑрлани ҫинчен эпӗ юри каласа кӑтартатӑп, айван! Павка Жухрай унтан мӑшкӑланине е чӑн каланине тавҫӑрса илеймесӗрех: — Эпӗ ахаль ҫапӑҫмастӑп, яланах тивӗҫлине ҫапӑҫатӑп, — тесе тавӑрса хучӗ. — Манӑн каютӑсем ҫук. Хӗрлӗ Ҫар шурӑ Польшӑна хӑваласа янӑ Петлюра юлашкисем, Варшавӑри ют ҫӗршыв миссийӗсемпе пӗр кавар пулса, пулас пӑлхава хутшӑнма шутланӑ. Ас тӑватӑп-ха акӑ, пӗри мана эпӗ теприне савнӑшӑнах юрататчӗ. Ӑнӑҫлӑн персе тивертнӗшӗн чысӗ иккӗшӗнчен хӑшне тивнӗ-ши? — Ухмах. Сасартӑках чарӑнчӗ те вӑл, тӑнларӗ. Андрей Гаврилович, кӗтмен ҫӗртенех ҫавӑн пек хут илнипе тӗлӗннӗскер, ҫав кунах хирӗҫ сивӗ сӑмахсемпе панӑ ответра — Кистенӗвка ялне хӑйне ашшӗ халалласа хӑварни ҫинчен, ӑна вӑл халал тивӗҫӗ тӑрӑх тытни ҫинчен, Троекуровӑн унпа нимӗнле ӗҫ те ҫукки ҫинчен, ҫак пурлӑха урӑх ҫынсем хапсӑнни — вӑл элеклӗ те киревсӗр ӗҫ пулни ҫинчен ҫырать. — Ӗҫсӗр аптракансем юратчӑр, — ответлерӗм эпӗ, хӗр кӑмӑлне кӑшт та пулин хуҫма пултаракан сӑмахсем хам ӑсласа каланипе питӗ хӗпӗртесе. «Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — вӗҫсе иртрӗ ун пуҫӗ ҫийӗн, лав айне ӳкрӗ, унта «шат-шат!» туса ҫурӑлчӗ. Пӗр пӗчӗкрех сӑрт айккинче, ҫул хӗрринчех, пӗчченех пӗр ҫамрӑк ҫеҫ хурӑн ларать. Вӑрҫӑччен кунта ҫакӑн пекех лӑпкӑ каҫсенче, кун каҫа ӗҫленӗ хыҫҫӑн, пӗр-пӗр ватӑ учительница канса ларнӑ пулӗ ӗнтӗ. Чинпа звани ҫинчен те ҫавнах калас пулать. Пантелей вара, тахҫанах леш тӗнчене ӑсанма вӑхӑт ҫитнӗ пулин те ҫаплах-ха аялта утрӗ, шухӑшӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тӗрӗслесе пычӗ. — Хама пурӗ те пӗр минут кӑна тӑнӑ пек туйӑнчӗ, — терӗм эпӗ. Старик ларчӑк ҫине вырнаҫса ларчӗ те ман ҫинелле ҫаврӑнса та пӑхмасть. Пӗрре те чӗнмест хӑй, хушӑран ҫеҫ кӑхлатса ӳсӗрсе илет. Островновпа счетовод хӗрсех тем калаҫатчӗҫ, анчах Давыдов алӑка уҫса ярсанах, пӳлӗмре команда панӑ хыҫҫӑнхи пек шӑп пулса тӑчӗ. — Джим, — лар, — терӗ доктор Ливси. Пӗр кӗтесре хул айне минтер хурса ларнӑ, ҫӑварне чӗлӗм хыпнӑ штаб-ротмистр хайӗн юратӑвӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен ҫӑмӑллӑн та ҫыпӑҫуллӑн каласа парать. Ун патӗнче ларакансем ӑна киленсех итлеҫҫӗ. Анчах, выльӑхсене хураллас тӗлӗшпе темле мерӑсем йышӑнчӗҫ пулин те, колхозран тухнисем. икӗ кун хушшинче ҫичӗ мӑшӑр вӑкӑр та виҫӗ лаша ҫавӑтса тухса кайма май тупнӑ-тупнах. Манӑн сире унӑн вырӑнӗнче тытас килетчӗ… Ывӑҫ тупанӗ пысӑкӑш тӑм чусти илсе вӑл ӑна нумайччен йӑваланӑ, вӑрӑмлатнӑ, ҫӗнӗрен тӑм катӑкӗ пек тунӑ, анчах вӑл бизонсем тата ытти чӗрчунсем евӗрлӗ тӑвайман. — Пӗлетӗн-и, хӑш-пӗр чух ҫӑлтӑра та бомбӑран уйӑрса илме ҫук. «Тата пӗвене эсӗ, асту, йӗркеллӗ тытса усра…» Халӗ Лось курать: Аэлита ун хул пуҫҫи таран, ҫинҫе те ҫӑмӑл — хӗр ача пек, унӑн сарлака кӗпе арки тӗкӗрле мозаика тӑрӑх вӗлкӗшет. Юлашкинчен каҫхи апат умӗн темиҫе минут малтан вӑйӑ пӗтрӗ, анчах калаҫу карт ҫинченех пырать-ха. Кашнин пуҫӗ вӑйӑпа тулнӑ тейӗн. Хӑйсен пуҫӗсенчи тарӑн ҫӗлӗкӗсене тӳрлетсе илчӗҫ те, ҫавӑнтах лашисемпе гусарсен ҫулне пӳлме вӗҫтерчӗҫ. Ҫак хӗрарӑмра темле ҫӑмӑл, вырӑсла мар япала пур; унӑн сӑн-пичӗ ӳссе ҫитеймен арҫын ачанни пек кӑмӑллӑ; тутисем шыҫмак, куҫӗсем хӗрӳллӗ, чие ҫырли пек ҫаврака; Яков унпа тӑраннӑ ҫак сехетре те ӑна вӑл кӑмӑла каять. — Мӗншӗн тӑвасшӑн пулман эсӗ, Олеся? Мӗншӗн? — пӑлханнине пула тытӑнчӑклӑ сасӑпа ыйтрӑм та эпӗ, аллинчен ярса тытса, ӑна чарсах тӑратрӑм. Санин флегматик-тухтӑра аса илчӗ, хӑй барон Дöнгофпа пӗрле алла-аллӑн тытӑнса тенӗ пекех вӑрмантан тухнине курнӑ тухтӑр епле йӑл кулса илнине, урӑхла каласан, сӑмсине пӗркелентерсе илнине аса илчӗ. Камӑн чи лайӑх ут, камӑн чи чаплӑ хӗҫ, кам патне сыпма каймалла, кампа ӗҫкӗ-ҫикӗ тумалла? Эпӗ халех хывса тӑхӑнатӑп та сирӗн пата килетӗп» терӗ те, платьине чаштӑртаттарса утнӑ ҫӗртех перчеткине хывса, каллех куҫран ҫухалчӗ. Вӗсем унӑн медалӗсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, пӳрнипе унӑн кӑкӑрне, справкӑсен бюровӗн чӳречине шакканӑ пек, шаккаса, вӑл Сталинградра, Севастопольре, Киевра, Руманезире, Унгаринче, Венецире, Ленинградра пулнӑ-и, тесе тӗпчеҫҫӗ. Вӑл виҫӗ тӗслӗ кокардӑллӑ шлепке тӑхӑннӑ; ку вырӑнсенче виҫӗ тӗслӗ кокардӑпа ҫӳрени пысӑк хӑюлӑх пулать, мӗншӗн тесен вӑрттӑн тапӑнакансемпе кӗтесре сыхласа тӑракансем ӑна часах персе вӗлерме пултараҫҫӗ. Старик куҫӗсенче шеллени, хӗрхенни палӑрать. Вӑл мана хӑҫан та пулсан юратасса эпӗ кӗҫӗрхи каҫчен ҫаплах шанса пурӑнаттӑмччӗ-ха… Воропаев ҫак ачан вирелле тӑракан ҫӳҫлӗ пуҫне, типшӗм мӑйне, ҫулӗсене кура мар ансӑр хулпуҫҫийӗсене асӑрхаса илме ӗлкерчӗ. Клисурӑран Бяла Черквана ултӑ сехет хушшинчех ҫитме пулать те, анчах пульӑран ҫӑлӑнакан пӑлхавҫа унта ҫитмешкӗн утмӑл сехет те сахал. Ак кунта тата onglt ӑнланмалла мар… Хамӑр тӗлтех, кӑнтӑр енчи кӗтесре, эпир ҫӗмӗрнӗ карапӑн ҫурри ҫӗрнӗ кӑшкарне куртӑмӑр. «Ну, — тетӗп хама хам, — пӗтетӗн эсӗ, Щукарь, ҫитменнине тата пӗр чӗптӗм табакшӑн та мар ҫке-ха! «Хӗрарӑмсем ҫакна лайӑх пӗлеҫҫӗ-ха: сирӗнпе иксӗмӗр эпир, Давыдов юлташ, революци пулнӑранпах тӗрӗс платформа ҫинче тӑратпӑр, эпирех Гремячире колхоз тӑвассине шухӑшласа кӑлартӑмӑр тата Титока та раскулачить турӑмӑр. Истребительсем, ҫав ҫул ҫинчен лӑпкӑ ҫанталӑкра ҫӳлех йӑсӑрланса хӑпарнӑ пӗлӗт пек тусан хушшипе ярӑнса, колонна пуҫне тухрӗҫ. Кунта, малти вездеходсем: ҫинче, танковӑй ҫарсен начальникӗсем пынӑ пулмалла. Фома курнӑ, — ҫак ҫынсем, ӑна Ежов тапӑнӑвӗнчен хӳтӗлекенсем, халӗ ӗнтӗ фельетонист ҫине юриех пӑхман; вӑл ӑнланнӑ: ытах та ҫакна Ежов сиссен, унӑн чунӗ ыратмаллах. — Урӑхла тума тавҫӑрса илес те ҫук, — терӗ Джемма темӗн ҫинчен шухӑшласа салхуллӑ сасӑпа. — Ман шутпа эсӗ, ачам, йӑнӑш калатӑн. Эсӗ анархистсене юриех, тӗллевлӗн шухӑшласа тупнӑ, ӑса-тӑна сирпӗтекен ҫавна… хулана аркатассине шухӑшласа кӑлартӑн ав… Эрех пичкисен тӗпӗсене сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑлараҫҫӗ. Кайран вӑл, хӑй Марысьӑна путарса вӗлерме тӑнине аса илсен пулас, йӑлӑнма тытӑнчӗ: «Хӗрӗм, каҫар эс мана! Пилӗк ҫул… Вӑл ун чухне ҫирӗм пӗр ҫула та ҫитмен пулнӑ иккен, леш матрос ӑна… Апла пулсан вӑл килтен вунтӑхӑр ҫулта тарнӑ. Урӑххи пирки сана мӗн ӗҫ? Хохол пуҫӗпе сулчӗ те ӑна икӗ аллипе хыттӑн сӑтӑркаласа илчӗ. Ахалех апла шутлатӑр эсир. Хӑна ху кӑна чӑрмантаратӑн. Малтан пухура ӗҫрӗҫ, унӑн глинтвейн ӗҫме вокзала кайрӗҫ, вара каллех пухӑва таврӑнчӗҫ. Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакансемшӗн пурнӑҫне те хаваспах парӗччӗ, унтан та ытларах, вӑл вӗсемшӗн малашнехи тӗл пулма пултаракан пур йывӑрлӑхсене те халех чӑтма хатӗр пулчӗ. Тӗрмене пырса хупӑннӑ ҫын вӗсене шыраса тупса ҫисе янӑ. — Ара… ахалех ӗнтӗ… — Пӗлместӗп, ӑҫтине, — пӑшӑлтатса илчӗ Марийка, горница алӑкӗ тепӗр хут уҫӑласран хӑраса. Постановлени кӑларас пулать, ытлашши халӑх ҫапкаланса ан ҫӳретӗр кунта. Хушамачӗ унӑн тӗлӗнмеллерен те тӗлӗнмелле. Офицер хута сӗтел ҫине пӑрахрӗ. Беккерель, Эмбельмен, Броустер, Дюма, Мильн-Эдвардс, Сент-Клэр-Девиль унпала химири паллӑ ыйтусем пирки кӑмӑлтанах юратса канашланӑ. Вӑл пулӑшнипе ҫак наукӑра тунӑ чылай пысӑк ҫӗнӗ япаласем шухӑшласа тупнӑ. Вара, 1853-мӗш ҫулта Лебциг хулинче Отто Лиденброкӑн «Трансцендентальнӑй кристаллографи» ятлӑ пысӑк кӗнеки те in tolio ҫапӑнса тухнӑ, ҫав кӗнекере ӳкерчӗксем те пулнӑ, анчах вӑл кӗнекерен илнӗ тупӑш ӑна пичетлесе кӑларма тухнӑ тӑкаксене те саплайман. — Эсир ҫапла шутлатӑр-и? Уэлдон миссисӑн ку чӑнах та ҫапла пулчӗ пулӗ тесе шутлама тиврӗ, анчах хӑй мӗн тунине пач та пӗлмен мӗскӗн энтомолога ҫилленессе аса та илмерӗ. Хӗвелпе йӑлтӑртатса выртакан тинӗс кукӑрӗн варринче якӑр ярса тӑракан карапа курсан вӑл, хӑйӗн шухӑшне татах та ҫирӗплетрӗ. Пӗрлехи пӳлӗме ӑна эпӗ ертсе кӗтӗм, астӑватӑп, ҫак илемлӗ те типтерлӗ тумланнӑ, юр пек шап-шурӑ парик тӑхӑннӑ, хура, куҫлӑ доктор, чаплӑ воспитани илнӗскер, пирӗн трактира ҫӳрекен ялти лӑскӑнчӑксен евӗрне килменнипе тӗлӗнтерчӗ. Уйрӑмӑнах вӑл пирӗн кураксене хӑратмалли катемпирен, ром кӳпсе тултарнӑ хыҫҫӑн сӗтел ҫине чавсипе таянса ларакан вараланчӑк та тӗксӗм, йывӑр пӳсиллӗ пиратран уҫҫӑнах уйрӑмла ҫынччӗ. Юрать… Хӑшӗ лайӑхрах-ха: тивӗҫлӗ пулмасӑрах пичетлесе кӑларасси-и, е, пичетлеме тивӗҫлӗ пулнӑ вӑхӑтрах, ахаль хӑварасси-и? Элен каласа панӑ вӑхӑтра пӗрре ҫеҫ мар унӑн ҫӑварӗнчен «Ах, атте! Мӗскӗн атте!» тенисем туха-туха кайрӗҫ, хӑй тата пӗрмаях аппӑш ҫумнелле тӗршӗнет. Анчах ӑҫта? Черчилльпе Рузвельт та паян унта тухса кайнӑ, теҫҫӗ, — тесе ыйтрӗ. Эпӗ пӗтӗм вӑйпа темиҫе хут кӑшкӑрма хӑтлантӑм, анчах унтан нимӗн те тухмарӗ. Ялан мала тӑма тӑрӑш, пурте сана курса тӑччӑр, пилӗк пуслӑх патӑн пулсан, пӗр тенкӗлӗх хисеп туччӑр… — Кам чӗртнӗ? Джемма ун ҫине хӑранӑ пекех пӑхса илчӗ: ҫавнашкал чӑрсӑр сӑмах никам асӑрхаса юлмасӑр иртме пултарайман. — Ку, тӑванӑм, хам ҫырнӑ сӑвӑ, — тенӗ вӑл, чарӑнса, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа. Халех пӑхатпӑр мӗскерне. Анчах пуҫӗ ун темскер арпашӑнса кайнӑ, вӑл нимӗнле шухӑш та тупайман, унтан, хӑй мӗн каланине хӑй те чухлаймасӑр:— Эсир ялан ӗҫесшӗн кастаратӑр! (Вӑл ӑна чӑпӑрккӑпа тӑсса илчӗ.) Анчах вӑл унсӑр пуҫне те хисеплӗ пулнӑ: хӑй хӑраманнипе вӑл паттӑр мексиканец хресченӗсене кӑмӑла килнӗ. — Ав мӗнле иккен! — тесе кӑшкӑрса ячӗ майор ҫакӑн хыҫҫӑн. Халь ҫитсе пӑхма вӑхӑчӗ ҫук. Эсӗ Елена Николаевнӑна Шеллинг ҫинчен лекци вуласа парасшӑн мар пулӗ те? — Колхоз интересне сыхлать. — Ирт, ирт! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ хуралҫӑ. Оленин тӗттӗмленес умӗн ҫеҫ таврӑнчӗ тата мӗн курса ирттернисем хыҫҫӑн нумайччен тӑна кӗме пултараймарӗ, анчах та каҫ пулсан ӑна каллех ӗнерхи ӗҫсем аса килчӗҫ, вӑл чӳречерен пуҫне кӑларса пӑхрӗ; Ун пек чухне ӑшӑлӑх та, ачашлӑх та ытларах сисӗннӗ. — Мӗн! Пырӑр, тархасшӑн! Вӗсем Лабиринта аннӑранпа виҫӗ сехетрен кая мар иртрӗ. Булгаков ун ҫине, ырламан пек пулса, пӑхса илчӗ. — Куратӑп. Эсир хутшӑнмасӑрах ӑна кӗпе ҫӑваканран чашӑк-тирӗк ҫӑвакана куҫарчӗҫ пуль? «Ну эсир, Гочкис йӑмӑк, мӗн шухӑшлатӑр?» — тет вӑл мана. Куҫӗсем унӑн хаяр, хӑй вӑрӑ-хурах евӗрлӗ, — терӗ. Содрей вӑрманӗнче хӑрушӑ япаласем нумай пула-пула иртнӗ. Лось мӑка сирсе тасатрӗ те алӑка аран-аран уҫрӗ. Ҫапах та ҫавӑн чул иртнӗ кун хыҫӗнчен ырӑ канӑҫлӑха туйса унӑн шухӑшӗсем тепӗр ҫӗре куҫрӗҫ, вара хӑрушӑ шухӑшсем шанчӑклисемпе ылмашӑнса тӳрленчӗҫ. — Хуйхӑпа! Улпут ӗҫне сӳтсе-явасси пирен, чурасен, ӗҫех мар та, анчах аҫу кӑлӑхах Кирила Петровича хирӗҫ кайрӗ, пӳрт-тӑршшине чӑпӑрккапа ҫапса витереймӗн. — Паян виҫӗ сехетре. Ыран троица! Пӗтӗмпе пӗтӗҫтерсе каласан, Аркадий Павлыча пирӗн кӗпӗрнере чи нумай вӗреннӗ дворянсенчен пӗри тата хӗрсен ӗмӗтленнӗ каччисенчен пӗри тесе шутлаҫҫӗ; хӗрарӑмсем ӑна курсан ухмаха ерсе каяҫҫӗ, уйрӑмах вӗсем унӑн йӑлисене мухтаҫҫӗ. Эпӗ нимӗн те каламарӑм, сӗтел хушшинче апат ҫисе пӗтеричченех чӗнмесӗр лартӑм, унтан, ҫавӑн пекех ним чӗнмесӗр, кабинета кайрӑм. Портрет ӳкерттерекенсем вара, паллах, кӑна ырларӗҫ ҫеҫ тата ӑна гени теме тапратрӗҫ. Илтетӗр-и эсир мана? — А эсӗ ҫынсене вӗлернӗ-и? — ыйтрӗ Оленин. Старик сасартӑк икӗ чавса ҫине те чавсаланса ҫӗкленчӗ те хӑйӗн пит-куҫне Оленин пичӗ патне ҫывхартрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ӑраскалӗсем ҫапла пулнипе Грант капитанпа унӑн икӗ тусӗ инкекрен ҫӑлӑнчӗҫ. Таврари ҫынсем кулса ячӗҫ. Андрей тӑруках чӗнмерӗ: — Пуҫ кашлать, — терӗ вӑл. Ҫапла ҫав, ун пек кунсем ҫӗр ҫулта пӗрре е иккӗ ҫеҫ пулма пултараҫҫӗ, вӗсем ҫынсен суранӗсене тӳрлетеҫҫӗ, вӑл кунсем тӗлӗнмелле хӑватлӑ, ҫав кунсене курнӑ ҫын телейлӗ… — «Мӗн ятлӑ вара эсӗ?» — «Ан калаҫса тӑр!» Совет влаҫӗ ҫине шӑл хӑйраканнисене шыра, — приказ панӑ пекех каларӗ хальхинче Половцев. Хӑвӑн лашу ҫине хӑпарса лар та киле тавӑрӑн. Василий Иванович ӳсӗркелесе утӑ ҫине ларчӗ. — Сирӗн ҫак вырӑнӑр, государьсем, — пуҫларӗ вӑл: — ҫарта чухнехи бивуак пурӑнӑҫне, ҫакӑн пек ӑҫта та пулсан капан патӗнчи, мухтав турра, суран ҫыхмалли пунктсене аса илтерет. Вӑл Воропаевӑн салхуллӑ шухӑшӗсене сирсе ячӗ, татӑклӑ атака умӗнхи пек, кӗрешӗвӗн хумхануллӑ самантне ҫуратрӗ. Ун пек чух, кайран, вӑйсем пӗтсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, лайӑхрах та ҫӑмӑлтарах пултӑр тесен, ҫапӑҫӑва тата япӑхрах та йывӑртарах пултарас килетчӗ. Унтан ҫав шӑхличӗ шӑпах пӗр эрне кантра ҫинче ҫакӑнса тӑнӑ, ӑна хӗвел те хӗртнӗ, шӑхӑракан ҫил те кушӑхтарнӑ. — Мӗн аплах хыпса ҫунатӑн вара эсӗ? — тарӑхса ыйтрӗ хӗр амӑшӗ. — Ылханлӑ басурман, — мӑкӑртатса илчӗ Спицын, утиялпа чӗркенсе. –Мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха ӑна ҫуртана сӳнтерме. — Авӑ мӗн! — терӗ хохол хыттӑн. «Монтигомо Хурчка Чӗрне, ҫапла чӗнеттӗмччӗ эпӗ ӑна». Тен, эсир кӑна тӗрӗс мар тетӗр? — Эпӗ малтанрах сирӗнтен урӑх ырлӑхсем курсаттӑм, — мӑкӑртатрӑм именсе. Лашасем чарӑнса тӑнӑ. Тата Каинӑн пирӗн вилӗмшӗн мӗншӗн ҫылӑха кӗмелле пулнӑ-ха? Дуня модӑн мӗн пур чаплӑлӑхӗпе тумланнӑскер, Мински ларнӑ кресло хӗрринче англи йӗнерӗ ҫинчи пек ларнӑ. — Падре! — Капотне хӑвӑр арӑмӑра парӑр, ман шинеле тӑхӑнӑр та хӑвӑр пата ертсе кӗрӗр. — Акӑ ӗнтӗ, пӑх, эсӗ ытла та кӗтеттӗнччӗ-ха, — аса илчӗ те курпун, тӗлӗнсе, картиш варринче чарӑнса тӑчӗ. Анчах кун ҫинчен каярахпа каласа парӑп. Эпӗ хавассӑнах килӗшрӗм. — Диксон ҫинчен те, Стрелец ҫинчен те, Рейд ҫинчен те, Митчел ҫинчен те… Пэрсен чаплӑ палатинче чи чаплӑ йӑхсенчен тухнӑ ҫынсем, чи авалхи пысӑкран пысӑк вотчина хуҫисем лараҫҫӗ. — Шустов-и? — Пурпӗрех — таркӑнсем-и вӗсем, е сыльнӑйсем пулсан та, — терӗ кун хыҫӗнчен Гленарван, — анчах вӗсем пурри пурне те паллӑ. Ватӑ негр, ун ывӑлӗ Бат, Актеон, Остин нумай пулмасть Уджиджири чура сутуҫин караванӗпе Казондерен тухса кайрӗҫ, Уэлдон миссиспа курнӑҫмасӑрах, вӑл Казондере, Алвиш факторийӗнче пулнине пӗлмесӗрех. Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ кунта хамӑрӑннисем! — терӗ аслӑрах ачи. Анчах та вӗсем тӗрӗсех тӑваҫҫӗ ҫав — урасӑр вӗҫмеҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ҫийӗнчех курчӗ вӑл мана, анчах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, куҫне кӑшт хӗскелерӗ те пуҫне сулса илчӗ. — Ҫук, унта урӑх ним те ҫукчӗ. Пирӗн хыҫран пӗтӗм дивизи йывӑр артиллерипе, бронемашинӑсемпе килет… Тепӗр юлташӗ хушса калать:— Вилӗ ҫынтан ним те ыйтмалли ҫукчӗ! — тет. Халран кайрӑм, — тенӗ Миките. Канавра чух ӑна танк тӗпӗ перӗнмен иккен, ҫаплипех, перӗнмесӗрех каҫса кайнӑ. Аннеҫӗм мана ятларӗ те тӗлӗнчӗ: мӗн тума пултарнӑ эпӗ ҫак таранччен ҫав княгиня патӗнче? Сехечӗ-сехечӗпе ун ҫине пӑхса ларать вӑл, унӑн ҫулҫи ҫилпе кашланипе питӗ хӗпӗртет. Акӑ хытӑ урисемпе тӑк-тӑк тутарса хӑйӑр ҫийӗпе чӗрӗп кусса пырать: вӑл хӗрт-сурт пек туйӑнать — ум пекех пӗчӗккӗ те лӑпсӑрккаскер хӑй. Вӑл вирелле тураса вырттарнӑ ҫӳҫ тымарӗсем, таранах хӗрелсе кайрӗ, пӗр сӑмах чӗнмесӗр тутисене выляткаласа илчӗ. Венӑра пурӑнакан сербсем хӑйсен ҫӗршывӗн ҫыннисем пулса тӑма пултараҫҫӗ-ши? Ак хайхи, чӗлхене тытса чараймарӑм иккен, шухӑшласа илме те ӗлкӗреймерӗм. — Кӑмӑла улӑштарас йӑла?.. — Вӑл вӑхӑт ҫитиччен пире хамӑра пӗрре кӑна мар хӗнӗҫ-ха, эпӗ ӑна пӗлетӗп! — йӳҫҫӗнтерех кулса каларӗ хохол. Манӑн шыва кӗрсе тухас килетчӗ, Катя Собор садне юлатчӗ, эпӗ Тихая шывӗн хӗрринче хывӑнаттӑм та шыва чӑматтӑм. Пӳлӗмре, тӗкӗр умӗнче сухалне тураса тӑнӑ чух, вӑл мана ҫапла асӑрхаттарчӗ: — Эсир сала тӑрӑх асӑрханарах ҫӳрӗр, пуринчен ытла — праҫниксенче, каҫ-каҫ, — вӗсем сире те хӗнесшӗн пулӗҫ-ха. Эпӗ, унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ пулин те, Марья Васильевнӑна самантрах палласа илтӗм. Шнур вӗҫӗ, шӑрпӑк ҫулӑмӗнчен тивсе, йӑсӑрланса ҫунма пуҫларӗ. Хам ҫав хушӑрах ҫывӑрма хатӗрленсе сак ҫине выртрӑм. Анчах ӗлӗк-авалхи тӗлӗнмелле халапсем те, запорожецсем килсе тапӑнни ҫинчен, ляхсем ҫинчен, Подковӑпа Полтора-Кожухӑн, Сагайдачнӑйӑн маттурла ӗҫӗсем ҫинчен каласа панисем те пире пӗр-пӗр ӗлӗк пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен каласа пани чухлӗ илӗртейместчӗ, юлашкинчен асӑннӑ халапсене итленӗ чух кирек хӑҫан та шӑмшак ҫӳҫенсе илетчӗ, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑратчӗ. Ватӑ пачӑшкӑ ман пата пычӗ те: «Пуҫлама хушатӑр-и?» — тесе ыйтрӗ. Хунарсене ҫутмӗҫ те вӑл та мана паллаймӗ…» Чӳречисем пӗчӗккӗ, тӑваткалскерсем, кивелнипе йӑрӑмлан курӑнакан кантӑкӗсем хӗллехи кунсенче сапаланчӑк, начар ҫутта мастерскоя аран ҫеҫ кӗртеҫҫӗ. — Каҫарӑр, эсир-и-ха вӑл Мересьев? — Чи лайӑх демократин монополийӗ пирӗн алӑра. Хӑшӗ-пӗри суд умӗнчи ҫын ҫине ахаль пӗлесшӗн ҫеҫ пӑхаҫҫӗ, теприсем тем пӗлесшӗн пек, анчах нумайрахӑшӗ хаяррӑн, кураймасӑр пӑхаҫҫӗ. Фома хреснашшӗ ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илнӗ, унтан старик йӑл-йӑл кулнине курса, тӗлӗнсе кайнӑ, ҫавӑнтах ӑна хисеплесе:— Нивушлӗ эсир, хреснатте, вилӗмрен хӑрамастӑр? — тесе ыйтнӑ. «Мӗн ку? Малашне мӗн пулассине систерни-и?» — вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче, анчах вӑл ҫавӑнтах шӑхӑрма пуҫларӗ, ҫав ҫӑка урлӑ сиксе каҫса, ҫул тӑрӑх утса кайрӗ. Паллах ӗнтӗ, ӑнланма ҫуккине те ӑнланма тӑрӑшатчӗ, унӑн пӗчӗк пуҫӗ, унӑн тӗтреллӗ ӑс-пуҫӗ, хӑй мӗн илтни-туйнине пӗтӗҫтерсе те пулин ҫӗнӗ туйӑм ҫуратасшӑн тапӑҫланатчӗ, пурпӗрех те ӗҫӗ тухсах пӗтместчӗ. Темиҫе минутран Тарасӑн кӗске, анчах тӗплӗ отвечӗсем старике ҫӗнӗрен хӑпартлантарса янӑ. Вӗсем чӑннипех те мӑшӑрланаҫҫӗ, эпир — ҫук. Вӑл Мальдонадӑна ҫитет. Халӗ унтан тӗлӗнмеллерех сасӑсем ҫывхараҫҫӗ: чӑштӑртату, чӑшлату, — ҫемҫе темӗнле шӗвек вӗреме пуҫларӗ тейӗн. Пӗр сӑмахпа каласан, литературӑпа ҫулталӑкшӑн «начар» паллӑ пуласран хӑраттӑмччӗ эпӗ. Чи малтан ӑна хирти стан патӗнче тӑракан Агафон Дубцов курчӗ. — Кӳпӗнсе кайичченех пулчӗ! — Ҫук, — тетӗп, — пӗлместӗп. Каҫ пулса килет. — Эсӗ мӗн апла? — ӳпкелемесӗр, лапкӑн, анчах та савӑнӑҫлӑ маррӑн ыйтрӗ Уҫӑп. Ун нирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. — Шӑп та тӗрӗс, полковник господин, пензӑсем. — Мӗнле каторжниксемпе? — тесе ыйтрӗ Мэри Грант. «Кирпӗч шуйттанӗсем, вӗрентетӗп эпӗ сире революци ирттерме», — ҫапларах пуплекелесе Гусев сарнӑ тӳремри чул плитасене хӑйпӑта-хӑйпӑта кӑларма, кӗпесене хӑйӑр тултарма, йывӑҫсене касса пӑрахма, алӑксене сӳсе илме вӗрентет. Фабрика тавра кайӑксем нумай пулнӑ: салакӑйӑксем, чанасем, ҫавӑнтах чакаксем чакӑлтатнӑ, шап-шур айӑкӗсене ҫутӑлтарса, вырӑнтан вырӑна вӗҫсе ларнӑ; кӑвак кӑвакарчӑнсем ҫӗрте утса ҫӳренӗ; пуринчен ытла кайӑксем Ватаракша хӗрринчи трактир таврашӗнче, йӗтӗн тиесе килекен мужиксем чарӑнса тӑракан вырӑнта, нумай пулнӑ. Эп мансах кайнӑ! Кашни винт тӗнӗлӗ ҫинче динамо витти евӗр ҫавра курупка ҫаврӑнать, малти тата хыҫалти мачтӑсен тӑррисенче кӗмӗл пралукран ҫыхса тунӑ эллипс карҫинккасем шартлатаҫҫӗ. — Паллах, ҫук! — терӗ капитан. Чӗрӗ, мур илесшӗ! Хула халӑхӗн пӗр ушкӑнӗнче ҫамрӑк та ҫулланнӑ хӗрарӑмсем, вӗсем пуканесем пек чӑпар та капӑр тумланнӑ. — Яланах хӑйне ырӑ тунине асра тытаканскер, ҫынна астуса пӑхаканскер, ырӑ кӑмӑллӑскер… Халӗ вара тупӑпа канонир хушшинче, япалапа ҫын хушшинче, хаяр кӗрешӳ пуҫланса кайрӗ. Проекта ҫапса кӑларнӑ-кӑларманах ҫав критиксен ушкӑнӗ каллех салху скепсисӗпе, Конституцин хӑшпӗр йӗркисем пурнӑҫланас пирки иккӗленӗвӗпе сиксе тухрӗ. Мӗн тӑвать унӑн помощникӗ? Командир, хай йӑлипе, яланхи пекех шӑппӑн та ытарлӑн кулкаласа, ун патнелле пӗшкӗнчӗ. Пӗр минут хушши те тӑхтама юрамасть. Вӑл хӑравҫӑ пулман, вӑл хӑйӗн пурнӑҫ тӑршшипе те чӗтремен, парашютне тӗрӗслемесӗр те вӗҫсе тухса кайнӑ. Анчах халӗ вӑл кирлӗ пек вӗҫейменшӗн хӑйне истребительнӑй авиацирен яланлӑхах кӑларса ямалла тӑвасран, юратнӑ профессипе нихҫан та ӗҫлемелле мар пуласран хӑрарӗ. Анчах Питерӗ вӑл эмел ӑна кирлӗ тесе систерчӗ. Пуҫне никам асӑрхамалла мар йӑлт сӗлтсе, Нестеренко кубанкине куҫ харшисем ҫинех антарса лартрӗ те васкамасӑр сухаласа пӑрахнӑ нӳрлӗ пусӑ урлӑ утса кайрӗ. Ӑна пӗлмелле! Портрет ҫинче хӗрӗн кӑшт ҫеҫ курӑнса тӑракан йӗрӗсенчен нумайӑшӗ пӗтрӗҫ, унпа пӗрле хӗрӗн чӑн-чӑн сӑнӗ те чылай ҫухалчӗ. — Мура кайччӑр вӗсем, Гек, мана ун йышшисем кирлӗ мар! Вӗсем тилӗрес-урмӑшас пултарулӑхлӑ хӗрарӑма пӑхӑнаҫҫӗ. Вӑл мана кӳлешнипе тарӑхтарса ҫитерчӗ. Пӑхмасӑрах тӳррӗн ут; унтан пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех асар-писер хӑрушлӑхсем ҫухалаҫҫӗ те, сан умӑнта тӳлек те ҫутӑ ӗшне уҫӑлать, ҫав ӗшне варринче симӗс мирт ешерет. Анчах, вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсен пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр пӗтнӗ пулсан та, Австралинчи е Вӑтаҫӗр Африкӑри шыравҫӑсем пек паллӑ ҫынсем мар вӗсем. Авӑ мӗнле! Гордеев, пуҫне усса, туйипе тротуар чулне тӗккеленӗ, вӑл нимӗн те чӗнмен. — Эпӗ сирӗн пата пӗр-мӗскер калама килтӗм. — Мӗскер апла вӗсем? — тӗлӗнсе кайрӗ Юргин. Кассий Кольхаун мӑнкӑмӑллӑхне ҫухатать, хӗпӗртеме пӑрахать те хурлӑхлӑн, салхуллӑн пӑхма пуҫлать. Унӑн кӑмӑлӗ епле ырӑ пулсан та вӑл — ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх тума пултарас ҫуккине эсир нихҫан та ӑнланаймӑр. Вара хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлне шайласа пӑхнӑ чух, хӑй мораль йӗркине тӗрӗс тытса пыракан уксах-чӑлах пулнине туйса илнӗ, священник пулнӑ вӑхӑтран юлнӑ шухӑш-кӑмӑлне сирсе пӑрахманни ӑна хӑйне майлӑ хаярлатса хӑварнӑ. — Вӑл кунтине эпӗ пӗлмен ҫав, шутламан та ун ҫинчен. Тархасшӑн, малалла калӑр. Кинжалӑн сӑран йӗннине Алексей эсэсовец пилӗкӗнчен вӗҫерсе илчӗ. Ҫӗҫӗ ҫул ҫинче кирлӗ пулать. Ҫапла ӗнтӗ ку маршрутран ҫӑмӑлраххи те ҫук, ҫавӑнпа Мюльреди те аташса ҫӳремӗ. — Вӑт мӗнле эсир, ҫитӗнсе ҫитнӗ те ӗнтӗ! Вӑл хӑйне хӑй пӗр тикӗс тытнине, хӑй паттӑрлӑхӗпе вӑл нихҫан та ытлашши ашкӑнманнине пурте пӗлсе тӑнӑ; калаҫасса вӑл йӗркеллӗ калаҫнӑ, калаҫнӑ хушӑра ахаль лӑпӑртатни те, ятлаҫни те пулман унӑн. Анчах халӗ вӑл урӑххи ҫинчен шухӑшлать… Вӗсем Романенкопа пӗрле вак чул сарнӑ килкартине тухрӗҫ. Нӳрӗ сывлӑшра ҫуркуннен чуна хускатакан техӗмлӗ шӑрши сисӗнет: ҫӗртен пусӑхнӑ шӑршӑ кӗрет, анкартисенчен ҫӗрӗшнӗ сывлӑш ҫапать, садсем эрех шӑршипе тулса ларнӑ, ҫатан картасем ҫумне тапса тухнӑ ем-ешӗл ҫӗнӗ курӑкран ӳсӗртсех яракан ҫав тери чечен, уҫӑ шӑршӑ сӑмсана кӳ те кӳ пырса ҫапать. — Ак тамаша! Этем хӑйне хирӗҫ ахальтен каяс ҫук… Буабертло хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Эпир лартса килекен ҫын — король представителӗ. Ҫав вӑхӑтрах пӳлӗмре Риво ҫари-ҫари кӑшкӑрать. Вара салтак кухня патне вутӑ ҫине ларчӗ те, хыттӑн макӑрма пуҫларӗ. Чи малтан вӗсем, пушар тухасран сыхланма, замокӑн типӗ вар еннелле тухакан чӳречисем айне тимӗр пӑтасенчен ҫирӗп пусмасем ҫакса хунӑ. Сирӗнпе кирек мӗнле арӑм та кичеме тӳсеймесӗр вилсе выртать! Ҫакӑн пек пӑтӑрмах тапратса янине мӗн тесе шутламалла-ха ӗнтӗ, граждансем: кӗлетсен ҫӑрисене ҫапса ҫӗмӗрсе пӗтертӗр, мана хӗнесе тӑкрӑр, Разметнова вара малтан ҫыхса пӑрахрӑр, подвала хупса лартрӑр, унтан ял Советне илсе кайрӑр та, ҫула май ун мӑйӗнчен хӗрес ҫакса яма хӑтланса пытӑр. Ҫул ҫинчи ҫынсем пӗчӗкҫӗ шыв хӗррине канма, лашисене ҫитерме майлашӑнса ларчӗҫ. «Кун пирки вӑл арҫынсем юханшыв леш енне каҫса кайсан тин тавҫӑрса илнӗ, — терӗ Джим, — лешсем хулана йытӑ илме тесех кайнӑ пулмалла та вӑхӑт нумай ирттернӗ, ахаллӗн эпир ҫак сӑмсахра, хуларан вунултӑ-вунҫичӗ мильӑра, ларайман пулӑттӑмӑр, ҫук, ларайман пулӑттӑмӑр, каллех ҫав хулана ҫаклатса каятчӗҫ пире». Тантӑш, тантӑшӑм, итле, Сан ҫине вӑл халь пӑхмасть. Эпӗ пулӑшнипе Гэндс ҫак тутӑрпа аяк пӗрчинчи ҫӗҫӗпе тарӑн чиксе шӑтарнӑ юн юхса тӑракан суранне ҫыхса хучӗ. Кӑштах апат ҫинӗ тата ик-виҫӗ ҫӑвар брэнди ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑл паллӑрмаллах чӗрӗлчӗ, тӳрӗ ларакан пулчӗ, хытӑрах та уҫҫӑнрах калаҫма пуҫларӗ, урӑхла ҫын пулса тӑчӗ. Унта вара эсир нимӗнрен те ан хӑрӑр. — Май пур чух — ҫап, ҫунтар! Ӑна юратса, эпӗ хама та турӑн пӗтӗм телейлӗ тӗнчин никам уйӑрайми пайӗ пек туятӑп. Тӗрӗс мар-и? Мӗншӗн сана ман атте ҫав тери юратмасть? — Малтанхинчен ытлах мар. — Ҫавӑн ҫинченех-ха: вӗсен ҫав юратӑвӗ тата вӑл мӗнле юрату пулни ҫинчен. Анчах та Алексее каллех чӗркерӗҫ те носилка пирӗ ҫумне ҫыхса хӗстерчӗҫ; пӑлханни иртсе кайсанах, нервӑсем лӑплансан, ун суранӗ тепӗр хут чӑтмалла мар ыратма пуҫлани сисӗнчӗ. Макӑрать тата… Император ирӗк пама пулчӗ, анчах манпа пит сиввӗн калаҫрӗ. Эпӗ ним тума пӗлмесӗр аяккалла кайса тӑтӑм, вӑл пусне ҫӗклерӗ те каларӗ: — Май килмерӗ-и мӗн? Томпа Гек кирек ӑҫта пырсан та пурте вӗсене хӑналама тӑрӑшрӗҫ, вӗсене пӑхса савӑнчӗҫ, темӗнле тӗлӗнмелле япала курнӑ пекех, вӗсем ҫине куҫӗсене чарса пӑхрӗҫ. Хыттӑн шакканӑ улатакка. Сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем тӗмӗсем хушшинче ҫӑмӑллӑн вӗҫкелесе янравлӑн чӗвӗлтетнӗ. — Акӑ мӗнле: эпир пурте пер-пӗриншӗн тӑрӑпӑр, пире темиҫе татӑк туса турас пулсан та, шайккӑн вӑрттӑнлӑхӗсене нихӑҫан та каласа кӑтартас ҫук тесе тупа тӑватпӑр; пӗр-пӗр ҫын пирӗн шайкӑран кама та пулин кӳрентерсен, эпӗр ҫав ҫынна та, унӑн килйышӗсене те пурне те вӗлеретпӗр тесе тупа тӑватпӑр. — Хӑҫан? Ҫак сӑмаха хыттӑнтарах персе янӑшӑн эпӗ ӳкӗнме те пуҫланӑччӗ; профессор куҫхаршисене пӗркелесе илчӗ, эпӗ ӗнтӗ пирӗн калаҫу начар еннелле ҫавӑрӑнса каясран хӑрарӑм. Унӑн уҫӑ та ҫирӗп сасси сехри хӑпнипе хытса кайнӑ салтаксем чӗрисене ҫӗҫӗпе каснӑ пекех касса кайрӗ. — Ҫынсене хӗрхенмелле. Пурӑнӑҫ юлашки хут сывласа илнисене итлесе тӑма аван, анчах кашни хут чан ҫапмассеренех тулта тӳлекрех пулса пырать, юханшыв улӑхсене сарӑлса кайнӑ пек, пур ҫӗре те шӑплӑх сарӑлать, пурне те путарать, пытарса хурать. Вӗсем ҫӗкленсе тӑрсан — пурне те йӗркипех тӳнтерсе пӑрахмалла. Халӗ, ак эпир хамӑр ура ҫинче тӑратпӑр… — Эп калӑттӑм вӗсене: «Эсир! Тарталья ӑна вӗрсе илчӗ, Эмиль ахӑлтатса кулса ячӗ. Симурден хаяррӑн пӑхма пуҫларӗ. Темле чудак. Тинӗс лӑпкӑ пулнӑ пирки вӑл ман ещӗк тавра темиҫе хут шлюпкӑпа ишсе ҫаврӑннӑ, ҫавӑн чухне тимӗр решеткеллӗ чӳречесене курнӑ. Вӑл пирус чӗртсе ячӗ те, чӗркуҫҫийӗсем ҫине чавсаланса, малалла калаҫа пуҫларӗ. — Паман, тет вӑл. Комендант хушнипе мана ун патне пыма чӗнчӗҫ. Эпӗ ҫав самантрах тӑрса утрӑм. Анчах Том ҫав-ҫавах, шап-шурӑ шуралса кайнӑскер тата сип-сивӗскер, выртӗ, вӑл ӗнтӗ — хӗн-хур курса пурӑннӑ пӗчӗк, мӗскӗн ача — мӑнаккӑшне пӗр сӑмах та калайрас ҫук, асап курасси те унӑн ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех пӗтнӗ. — Мӗншӗн вара, ненько? — тав тунӑ пек кулкаласа ыйтрӗ хохол. Брунона вӗлерес умӗн ӑна тепӗр хут та хӑй вӗрентӗвӗнчен сивӗнме сӗннӗ, сивӗнсен сана каҫаратпӑр, тенӗ. Ман пата мӗнле ҫыру ҫырса янӑ-ха тата! Мӑйран мӗнле сӗмсӗррӗн ҫакӑнать! Лозневой килхуҫи умӗнче курпунне кӑларса, ним чӗнмесӗр тӑчӗ. Каҫӑн-каҫӑн вара, тӗттӗм гостинӑйра, рояль ҫав тери хурлӑхлӑн, чуна ҫурса ярасла хӳхлесе йӗретчӗ, унӑн кашни сасси Анна Михайловна чӗрине пырса тиветчӗ, ыраттаратчӗ. — Ҫак мӗскӗн хӗре пачах алӑ ҫупса ырламаҫҫӗ, — терӗ Елена, — эпӗ ӑна пӗр-пӗр иккӗмӗш вырӑнта тӑракан, кӑмӑлсене хускатассишӗн кӑна курнӑҫланакан паллӑ артисткӑран ҫӗр хут мала хуратӑп. Аманнисене ҫывӑхри шӑлан тӗмӗсем патне ҫӗклесе кайса вырттарчӗҫ те унтан вӗсем ушкӑнӗпех каялла чакма тытӑнчӗҫ. Анчах пӗтӗмӗшпе илсен, Бретане хупӑрласа тӑракан тӗттӗме пур еннелле те сирсе яма кирлине кӑтартса тата унӑн сӗм вӑрманӗсен чӑтлӑхне ҫутӑ кӗртес тесе, Вандея Бретане малалла аталантарас ӗҫе тунӑ. Грот-мачта патӗнче тӑракан пӑшаллӑ салтаксенчен сержант вуникӗ ҫын уйӑрса илчӗ те, ултшар ҫынна пайласа, икӗ рет туса тӑратрӗ. Пӑх-ха шыв ҫине, вӑл пире кӑчӑк туртса чӗнет, тейӗн. Ҫав ӗҫе тумашкӑн Фелима хушнӑ. Урӑх нимӗн те тӗл пулаймарӑм. Лӑпкӑн ҫеҫ ларса чӗрене итлесе пӑхатӑп та, — ҫук, вилнине каламасть! Анчах пурне те асӑрхаттаратӑп: вӑхӑт ҫитӗ, сире ҫак куна аса илме йывӑр пулӗ ун чух! Эпӗ, ухмах, туй иртсен унӑн сӑнарӗ улшӑнать тесе хур, амӑшӗ, янавар, куҫҫуль витӗр тав туса вӗт, хӑй хӗрне пӗтӗм пурлӑхӗпех — аллӑ чун пуласчӗ-и ҫав, — сӗнсе парать. Эсир вара хӑвӑра ҫывӑхрах ялике суйласа илетӗр те, кимӗ патӗнчи пылчӑк ҫинче йӑваланса выртакан шӑршланса кайнӑ тур лаша вилли урлӑ каҫса, кимӗ хӳри патнелле пыратӑр. Ун хыҫӗнче пехота ушкӑнӗсем курӑнаҫҫӗ. Алӑка тӗртсе уҫиччен малтан, ним тума пӗлмесӗр, эпӗ пӗр вӑхӑтлӑха куҫа та хупсах лартнӑччӗ… Монтанелли унӑн аллисене тӗртсе ячӗ. Игнат хӑйӗн ҫилли умӗнче ҫынсем чӗтресе тӑнине хӑнӑхнӑ. Халӗ ӑна арӑмӗн лӑпкӑлӑхне курма тискер те кӳренчӗклӗ пулнӑ. Капитан умне Андрей яшт тӑчӗ: — Эпӗ, капитан юлташ! Ку металл ҫине шӑлсен йӗрӗ путса кӗнӗ. Амӑшӗ, Рыбин ҫине чалӑшарах пӑхса, сӑмавар ҫӗклесе кӗчӗ. Атте пурӑннӑ чухне эпир тӑваттӑн шкула чупаттӑмӑр, вӑл вилсен, вӗренме пурин те пӑрахмалла пулчӗ. Сунарҫӑ малтан пӳрт умӗнчи уҫланкалла пӑхса илнӗ, унтан чӑтлӑх хӗрринелле пӑхнӑ, вара йывӑҫсен мӗлкисене тӗллесе пӑхма пуҫланӑ. Ҫамрӑк чухне эпӗ хирургине, урӑхла каласан, ӑнсӑртран пулнӑ суранпа инкек-синкеке тата урӑх ҫын ҫапса амантнине тӳрлетекен искусствӑна вӗрентӗм. Ӗнер вӑл манран:— Мӗнле хура йӗрсем вӗсем сирӗн аллӑр ҫинче, доктор? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ Морши хушаматлӑ пӗр ҫынна пӗлеттӗм, вӑл Балливалахран инҫех мар пурнатчӗ. Приказчикӗ питҫӑмартисене хӑпартлантарса, йывӑррӑн:— Мм-ух! — тесе илчӗ. Вӑл лавка урайнелле укҫасем пӑрахатчӗ; шӑлнӑ чух эпӗ вӗсене тупса стойка ҫинчи чашка ӑшне, кӗлмӗҫсем валли ҫур пуслӑх та пӗр пуслӑх укҫасем выртнӑ ҫӗре пуҫтарса хураттӑм. Ӑна сивчир пек силлеме тапратрӗ; вӑл пӗр канмасӑр кунӗпе утнӑ, иртенпе нимӗн те ҫимен; вӑйӗ пӗтнипе халсӑрланнӑ. Вӑл аташма пуҫланине туйрӗ, хӑйӗн шухӑшӗсене ӗненмерӗ. Эпир ҫӗрӗпех калаҫса лартӑмӑр, унтан эсӗ вунӑ минут каялла ҫывӑрса кайрӑн, эпӗ те тӗлӗрнӗ пулмалла. Ачасен сӑн-пичӗсем ҫине, партӑсем ҫинелле пӗшкӗннӗ тӗрлӗ тӗслӗ пуҫсем ҫине пӑхса ларнӑ май тахҫан вӑл ӗлӗк саспаллисем ҫырнӑ е ӳкернӗ чухне унӑн хӑйӗн те, ҫак Федоткӑпа юнашар ларакан ачанни пекех, пуҫне хытӑ пӗшкӗртсе, хӑйне ҫав ҫӑмӑл мар ӗҫре пулӑшма тӑрӑшнӑн, чӗлхе кӑларса ларас йӑла пулнине аса илчӗ, ҫак аса илӳсемпе йӑпанса ларчӗ. Праҫниксене ҫын хӑйне валли хӑй тӑвать. Каллех кӑрӑлтатса юхса ҫитрӗ унӑн янӑравлӑ мӑн сасси: — Полк, на плеч-чо-о-о!.. — Илӗртмен эпӗ ӑна, асанне… Хам ҫире вырӑнти ҫынсем тӑхӑнакан тумтир пулнипе тата вӗсемпе калаҫмашкӑн вӗсен чӗлхине самаях вӗренсе ҫитнипе, эпӗ пӗр чарӑнмасӑрах вӗсен столицине ҫитрӗм. Кам мӗнлине пӗлместӗп, анчах мана вӗлернӗ пек, эпӗ хам ӑшӑмра кӑшкӑратӑп, тарӑхатӑп; эпӗ макӑратӑп, шӑпланма та пултараймастӑп… Каҫсем ҫуркуннене аса илтереҫҫӗ, вӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрӑм тата калама ҫук кӑмӑла каяҫҫӗ, ҫавна май ҫутҫанталӑк ҫине нихҫан ҫаврӑнса пӑхман ҫынсем те унӑн ҫепӗҫ ытамне кӗрсе ӳкеҫҫӗ. Ун ҫинчен эпӗ ҫӗрӗпех шухӑшларӑм та хам ҫывӑрса кайнине те сисмерӗм, ирхине хайхи вӑрантӑм та ҫӗрӗпех шухӑшла-шухӑшла ҫывӑрман пекех пулчӗ. Малашне те пурте ҫапла лайӑх пулӗ тесе шанма май пулчӗ. Сасартӑк пӳлӗмри шӑплӑхра Николайӑн хӑлхана ҫуракан сасси илтӗнчӗ: — Кӗнекесене урайне пӑрахни — мӗн тума кирлӗ вӑл? Эпӗ сана куртӑм тесе каласа кӑтартсан кайран курӑсӑнччӗ Катя епле савӑнса кайнине. Ҫын пӗтӗм чун-хавалӗпе аран чӑтма пултаракан пилӗк асаплӑ эрне! Кара-Тете арӑмӗ татах упӑшкипе пӗрлешрӗ. Атакӑларӗ, — анчах ӑнӑҫсӑр пулчӗ. — Эпӗ-и? — Куна та пулин вӑйпа хӑйпӑтса илтӗм. Вӗсем шантарса каланӑ тарӑх, ҫӳлӗ вырӑнти ҫилпе уҫӑ сывлӑш шыва хумхантарса ярса, унӑн юхӑмне тӳрӗ вырӑнта юхса выртнинчен вӑйлантарса яма пултараҫҫӗ; кунсӑр пуҫне питех те ҫӳлтен сиксе анакан шыв вӑйӗ икӗ хут ӳсме, ҫакна пула арман малтанхинчен икӗ хут ытларах ӗҫлеме пултарнӑ. Туятӑн-и… санӑн пуҫӑнта пӗр-пӗр шухӑш ҫуралсан, пӗр-пӗр тӗлӗк курсан, вӑранса каятӑн та эсӗ, чӗтресе ӳкетӗн, йӗрсе яратӑн, ҫавӑн пек самантсенче ҫын хумханса-пӑлханса ӳкет — чӗрери юн вара хытӑрах тапма пуҫлать, хӗрлӗ шыв юххи пек пуҫ мимине пырса тулать. — Сывӑ-и сирӗн упу, батюшка Кирила Петрович? — ыйтрӗ Антон Пафнутьич, сӑмах май хӑй палланӑ лапсӑрккапа унӑн вӑййине курса тӳсме тивнине аса илсе. — Пултаратӑп пулмалла, — тулли савӑнӑҫпа кулса ячӗ вӑл, Лена унтан хӑйӗн шӑпине татса паракан темӗнле сӑмахсем кӗтнине ӑнланса. Уҫланкӑра ҫапӑҫу пынӑ вӑхӑтра ку айлӑмра, уртӑш хунавӗ хушшинче, санитарнӑй рота вырнаҫнӑ пулас. Хӑшӗ-пӗрисем, вӗҫкӗн маррисем, тен, хитререххисем, ҫӳҫне акӑлчан хӗрарӑмӗсем евӗр ҫурӑм хыҫнелле усса янӑ, теприсем ҫамкине француз хӗрарӑмӗсем пек кӗске каснӑ ҫӳҫпе хупланӑ. Ашшӗн пичӗ тӗксӗм те хусканусӑр пулнӑ, сарлакан уҫӑлса кайнӑ куҫӗсем нимӗн ҫинчен те пӗлтермен: ыратни те, хӑрани те, савӑнни те палӑрман вӗсенче… Сестрасем вара, — вӑл Ленӑна куҫ хӗссе илчӗ, — вилнӗ ҫынсене те ура ҫине тӑратаҫҫӗ! Кӑшкӑрашнине итлесе ыйхӑран вӑраннӑ карчӑксем те вара, турра кӗл тума юратаканскерсем, чӳречисене уҫа-уҫа пӑхса, сӑхсӑхма тытӑнчӗҫ: «халь ӗнтӗ йӗкӗтсем ашкӑнма тытӑнчӗҫ!» — терӗҫ вӗсем. Павел Петрович Кирсанов, хӑйӗн шӑлнӗ Николай Петрович пекех, малтан килте, унтан пажески корпусра ҫитӗннӗ. Ҫумӑр чӑптана шӑкӑртаттарма тытӑнсан, вӑл, самантрах йӗпенсе ларнӑ чӗркуҫҫийӗсене витес тесе, кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ; чӗркуҫҫийӗсене витме май тупӑнчӗ, анчах минут та иртмерӗ, унӑн хыҫӗ ҫурӑмран аяларах тата ури хырӑмӗсем хӑвӑрт йӗпенчӗҫ. — Паян, халӗ кӑна пӗлтӗм эпӗ, вӑл счет тӑрӑх хутшӑн ҫӗр хӗрӗх доллар тӳленӗ! Бойчона шыра-шыра Рада пайтах вӑхӑт ирттерчӗ, тинех ак ӑна асӑрхарӗ. Чӑрмав-мӗн килсе тухсан, кам та кам хӑй пример парса ҫынсене ертсе каять, ҫавӑ лайӑх командир пулать! Эй, Прохор! Азамат пирӗн пата пымассерен ҫакӑн пек истори пулса иртетчӗ. — Ун чухне шухӑшласа тӑма вӑхӑт та пулмарӗ. Анчах эсир ӑс ҫитерсех… — Ҫитӗ-ҫке! Николай Антоныч Катьӑпа калаҫнӑ иккен. Ҫурӑм хыҫӗнче хула ҫилессӗн кӗрлесе тӑрать. А. Григорьев». — Эп сана калатӑп: ан тӗккелеш! — Йӑнӑш! Тен — вӑлах… — Банка кайрӗ… Пӑлхавҫӑсем ун сассине илтсе окопсене вырнаҫма тытӑнчӗҫ. Эпир сирӗн ҫинчен кулленех аса илеттӗмӗр. — Сау бул (сывлӑхлӑ пул), — терӗ Ерошка кулкаласа, унтан хӑй куркине ӗҫсе ячӗ. Тӗттӗмленсе ҫитсен, сулӑ ҫине ларсах ҫула тухрӑмӑр. — Эсӗ тӳрех вӗсен аллине ҫакланатӑн! — Ну, таркӑн юлташ, лекрӗн апла? — ыйтрӗ Олейник, хуллентерех. Вӑл эпир мӗн каланипе килӗшрӗ. Хӑй текех: «Музыкантсем, хӑвӑртрах калӑр! Вӑл, аллисене хӑтарас тесе, ӑшталанма пуҫланӑ, куҫӗсене хаяррӑн чалтӑртаттарса, кӑшкӑрса янӑ: — Салтӑр алӑсене! Эпӗ алӑк хыҫӗнче тӑраттӑм пулин те, йӗрсе ятӑм, йӗрсех темелле мар та, ҫапах та кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ ҫав. Виллисем сӗвӗнме те ӗлкӗрнӗ, куҫӗсене сӑхса кӑларнӑ. Пирӗн задача пирӗнтен малтан нимӗҫсем унта ҫитиччен Казатин патне чакасси. Шыв юххине хирӗҫ йывӑҫ чӑтать те пулмалла, анчах шывӗ пӗрмай тулса пырать, ҫавӑнпа ӗнтӗ капланнӑ шыв унӑн тӑррине ҫитичченех улӑхасран хӑрушӑ. Йывӑҫ ӳссе ларакан лупашка тӳремлӗхӗн ҫакӑнти вырӑнне питӗ тарӑн резервуар туса хурать. Ҫынсем ун аллинче ҫӗмренпе шӑмӑран тунӑ ҫӗмрен йӗпписем асӑрханӑ, хулпуҫҫи ҫине сунара ҫӳрекен ашшӗн пысӑк сӑннине йӑтнине курнӑ. Кӑмӑлӑм ҫук. Каҫ пулса килчӗ. Акӑ ӗнтӗ авлантӑн, мемме, факт!» Берсенев вӗсене тӗрӗс куҫарни ҫинчен, анчах ытла яках марри ҫинчен пӗлтерчӗ. — Мӗншӗн тесен, мистер Вудли, мӗншӗн тесен… лаши ҫавӑ мистер Генрин… Мӗншӗн тесен выльӑхӗ… — Ну, кала ӗнтӗ, хура пит, лайӑхрах! Антарнӑ карӑсене пула ҫывӑрмӑшра тӗттӗмпе пӗрех, Катя кӗписемлӗ шкап тӗкӗрӗ ҫеҫ ҫуталнӑ, — тӗкӗрлӗ алӑк кӑштах уҫӑ. Мӗн ку, вӑрманта янраса кайнӑ сасӑ ҫеҫ-и, е чӑнах та унта такам вырӑсла калаҫать-ши? Калаҫса килӗшнӗ тӑрӑх ҫав укҫана кашни эрнере шӑматкун каҫ тӳлесе пымалла пулнӑ. Анчах вӑл сасартӑк хӑй мӗн каланине ӑнланчӗ те сухал айӗн кулса илчӗ, хӑй ҫак мӗскӗн ачана курайманни мӗн тери ачалла тата кулӑшла пулнине туйрӗ. — Мӗн? — ӑнланмарӗ Лена, анчах унӑн сасси тӑрӑх вӑл кулни тата ачашлама ыйтни сисӗнет. Темӗн пысӑкӑш гранит муклашкисенчен типӗ ҫырмасемпе шанчӑкне ҫухатнӑ шурлӑхсенчен ҫавӑрӑнса каймалла пулнипе ҫул вӑрӑмлансах пычӗ. Ҫак самантра Джек чупса кӗчӗ. Амӑшӗ ӑна хай сисмесӗрех аллине ҫӗклесе илчӗ те, Негоро ҫывӑхрах ун ачине туртса илесшӗн тӑнӑ пек, кӑкӑрӗ ҫумне ывӑлне хытӑ-хытӑ пӑчӑртарӗ. Джонни фабрикӑран тухнӑ чух каҫ та пула пуҫланӑ. Епле пулсан та каймаллах, каймалла. — Ҫирӗм ҫиччӗ те ултӑ вуннӑмӗш градус. Хам Марья Васильевнӑпа юлашки хут калаҫнине те манман-ха эпӗ. Унӑн кашни сӑмахӗнчех темӗнле вӑрттӑнлӑх, — вӑл ҫамрӑклӑхпа, хӑйӗн пурнӑҫӗпе сывпуллашни сисӗнетчӗ. — Мӗн эсӗ? Эпир шӑп ларсан, тен, вӗсем пире курмӗҫ те. Хӑйӗн юлашки ҫырӑвӗнче вӑл сана каласа хӑварнӑ-ҫке-ха, кам унӑн аслӑ ӗҫне малалла илсе пырасшӑн, ҫавна каласа хӑварнӑ. Яков Лукич, сасартӑках хӑраса ӳксе, йӗри-тавралла пӑхкаласа илчӗ, шуралса кайрӗ, пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ: — Ваше благороди!.. Ҫапла хӑтланса пӑхни ӑна мӗнле мӑнаҫлантарӗччӗ-ши! Ҫак пӗтӗм халӑх ӗҫсе-ҫиессин темӗнле пурне те хӑй аллине илмелли вӑй-хӑват пулнӑ. Мӗнле-ха эсӗ, тӑван, мана улталатӑн? э? Светланӑпа Аннушка чупса кӗчӗҫ. Хӑвна ҫех алла илмелле. Башкирсем пирки малтанах хыпарсем ҫӳрекеленӗ пулин те, вӗсем пӑлханасси-тӑвасси ҫук-ха. Кирлӗ пек мар? Хунар ҫуттинче эпӗ унӑн нумай нуша тӳснӗ, пӗркеленчӗк питлӗ сӑнне, саркӑм тӗслӗ усӑнчӑк куҫхаршийӗсене, лӑпкӑ мар пӑхакан куҫӗсене, ырхан ал-урисене сӑнама пултартӑм… — Ахӑрнех, манӑн шӳтӗмсем те шывпа йӗпеннӗ пулас, — терӗ Паганель юлашкинчен, — пӗри те вырӑна килмеҫҫӗ. — Ир-ха ун ҫинчен калаҫма! — терӗ хорунжий, кӑшт тӗксӗмленсе. Унта вӗсем вилене ҫӗклесе тухрӗҫ; лаша хӑраса туртӑнкаланӑ пулин те, вилене йӗнер урлӑ хучӗҫ; унтан лашисем ҫине утланчӗҫ те хӑйсем ҫине пӑхма халӑх нумай тухнӑ аул ҫумӗпе выртакан ҫул тӑрӑх уттарса кайрӗҫ. Сурансем мар, сывмар ӳпке те мар — ҫӗнӗ пурнӑҫра кирлӗ мар ҫын пулса тӑтӑм текен шухӑш канӑҫ памасть ӑна. Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн, тимӗрҫсен: «Сунтала, алӑпа мӑлатука шан, анчах ҫамрӑк ӑса-пуҫа ан шан», — текен сӑмах пур. Чаплӑ та мухтанчӑк Джеймс килни те кичемлӗхе сирсе ямарӗ. Гиббонс апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерсен, Артур ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ те вырӑнӗнчен тӑчӗ. Огнянов ятне те асӑнчӗҫ. Вӑл тимсӗлсерех итлеме пикенчӗ. — Кунта йӗркеллӗрех япала шутласа кӑларма та ҫук! Ольга шухӑша кайрӗ, унтан лайӑх, кирлӗ сӑмах шыраса, Георгин халь ӗнтӗ пӗр кулӑсӑр пӑхакан кӑвак куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ те шӑпланчӗ. «Арӑмӗ! — чухласа илчӗ Лозневой. Анчах малтан хӑрани иртнӗ хыҫҫӑн, эпӗ ҫав тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынпа шанманнипе хамран хам вӑтантӑм. Пиртен телей пуҫланать. — Кала, — ыйтнӑ вӑл хӗрӗнчен, — мӗн кирлӗ сана? — Манӑн тата ҫӗҫӗ пур. Е тата эпӗ хама ҫиленсе шӑла шатӑртаттарнӑ пек, аллӑмри пистолетпа вагон айӗнче выртнӑ пек кураттӑм. Ҫавӑн пек йӑнӑш ан пултӑр тесен, олрайт пулса тухтӑр тесен, тытӑр та вӗсене, чӗрне айне хурса хӗстерӗр!» — тетӗп. Ирхине Юрийпе Наталья Поднебеско, алла-аллӑн тытӑҫса, правлени сӗтелӗ умӗнче тӑчӗҫ. Мӑшӑр тени вӑл — халама кӑна ҫӑмӑл вӗт! Вечеринка ҫакӑнпа вӗҫленчӗ те вара. — Вӗсен чунне шуйттан кӗрейсен кӑна — мӗншӗн пӑрса кӗртсе лартнӑ вӗсем ҫак унка? — Герцог старике аллисенчен тытса чӑмӑртарӗ те: — Каласамӑр мана хӑвӑрӑн пурнӑҫӑрти вӑрттӑнлӑха! — тет. Икӗ ури те юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫынсем Рыбина таччӑнрах сырӑнса илчӗҫ. Вӑл мана тӗлӗнмелле ҫурӑлса кайнӑ ҫаврака пуленккене кӑтартрӗ те, — эпӗ унӑн варрине пӑрапа шӑтарнине, ӑшчикки тӗлӗнмелле хуралса ларнине куртӑм. — Ирсӗр шухӑшсем вӗсем юрӑхсӑр шухӑшсем, эпир вӗсене ҫынна каламаллине пӗлес пулсан, ҫав шухӑшсем пирӗн пуҫа кӗме нихҫан та хӑяс ҫук. Пӗлетӗр-и, мӗнле шухӑш килсе кӗчӗ мана, Nicolas, — хушса хучӗ вӑл, пукан ҫинчен тӑрса тата йӑл кулнӑ май аллисене сӑтӑркаласа. — Ҫапла тӑвар-ха: кирек мӗн ҫинчен те пӗр-пӗрне туррипе калама сӑмах парар; ку пирӗншӗн иксӗмӗршӗн те мӗн тери усӑллине хӑвах курӑн. Эпир пӗрне-пӗри пӗлсе тӑрӑпӑр, вара пире намӑс пулмасть; урӑх ҫынсенчен хӑрас мар тесен, пӗр-пӗрин ҫинчен нихҫан та никама та нимӗн те калаҫмастпӑр тесе сӑмах парӑпӑр. — Санӑн станица пуҫлӑхӗнчен ыйтмаллаччӗ. Вӑл мана кашни кун хӑратса ҫӳретчӗ, унран хӳтӗленсе, эпӗ шурӑмпуҫ ҫутинчен пуҫласа каҫчен алран чӑпӑркка пӑрахмастӑм, анчах халӗ мӗнле пурнӑҫ пулать-ха манӑн? Вӑл мӗскӗн, пур акӑлчан хӗрарӑмӗсем пекех сӑпӑ. Clue — хайар… Гаррис Воропаев ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Эсир, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм, хӑнкӑрмасем ҫакса тултарнӑ ухмахла тумтир тӑхӑннӑ ӳт-пӗве хӗрхенетӗр, анчах хӑйӗн ҫара ӳтне витсе пытарма ҫавӑн пек тӗрлӗ тӗслӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк та ҫук чӗре ҫинчен хӑҫан та пулсан шухӑшласа пӑхнӑ-и? Кайрӗҫ-и? Вӑрманта салтак сассисем шӑпланчӗҫ, — кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пурте канаҫҫӗ пулас. Каҫ пулчӗ, анчах эпӗ унчченхи каҫ та ҫутӑ ҫаплах пӗтменнине асӑрханӑччӗ. Эпӗ-и? — Юрӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен. — Малтан ӗҫ ҫинчен калаҫар, унтан савӑнӑҫ пулӗ. Сирӗн сӑмахӑрсем ҫапла пыраҫҫӗ курӑнать. Халӑх сучӗ сана председательсене епле хӗнемеллине вӗрентӗ! — Тупата турӑҫӑм, — терӗ вӑл ӳкӗннӗ май, — ҫакӑн пек ӗҫре улталӑп-ши вара? Лось унӑн ӗнси ҫинче ҫӳллӗ ҫӗкленнӗ, кӗл тӗслӗ ҫӳҫне ачашшӑн тӗсет, ӑна аллисенчен тытнӑ. Вӑл хапха патнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ, каҫхи ҫара тӗттӗм вара ӑна ҫавӑнтах ҫӑтса та ячӗ. — Костя? Темрен шикленсе, Алексей каснӑ вӑрман уҫланкине тинкерсе сӑнарӗ. Анчах та Оленин хӑйӗн ӑшӗнче ҫав пурне те тума пултаракан ҫамрӑклӑхӑн хӑватлӑ турри пулнине, пӗр ӗмӗте, пӗр шухӑша ҫаврӑнма хатӗр пултарулӑх пуррине, мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума хатӗр, мӗншӗн тата мӗн тума кирлине пӗлмесӗрех, тӗпсӗр ҫырмана пуҫхӗрлӗ сикме хатӗр тӑракан пултарулӑх пуррине ытла та вӑйлӑ туйса тӑнӑ. — Пӗлетпӗр… — Кӳршӗ Марка, Лука Марка, мӗн, мучи патне килтен-и? Мӗн тумалла-ха? Анчах ҫав вӑхӑтра суккӑрсем малаллах та малаллах каяҫҫӗ. Павел алли чӗтреме чарӑнчӗ те ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, вӑл сак ҫинчен темле тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа сиксе ӳкрӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ, хуллен ҫухӑрса илчӗ, унтан, пӗтӗм кӗлеткипе пӗкӗрӗлсе, пӗр чӑмӑркка пулчӗ те пысӑк ҫыннӑн ури айне ӳкрӗ. Тинех революци алли ылханлӑ усал тӑшман хулпуҫҫийӗ ҫине выртрӗ: тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫулӑн чӑмӑртаннӑ алли ҫын вӗлерекен роялиста ҫухаран тытса тӑрать. Кашкӑр улашни, темӗнле выҫӑ та тискер ҫуйӑху… Унтан сасартӑк макӑрса ячӗ, куҫҫулӗ юхтарса каларӗ: — Вилнӗ ҫыннӑм, хамӑн тутлӑ упӑшкам, савнӑ чунӑм чӗрӗ пулнӑ пулсассӑн, сана пӗрре тытса сӗтӗреччӗ, ӗнсерен тӑхӑнтарта-тӑхӑнтарта илӗччӗ, хӑварассине — хӑваратчех, хӑваласа ярас ҫукчӗ! Эпӗ ҫариех ҫухӑрса ятӑм, ҫӑвара шыв кӗрсе тулчӗ. Юнган часах кӗҫӗн матроса куҫмалли вӑхӑт та ҫитнӗ, вӑл, паллах, малашнехи пурнӑҫ ӑнасса шаннӑ. — Эпӗ хӑш-хӑш сӑмахсене ӑнланаймарӑм… — Вӑл чӑнах та сыватать-и вара ҫынсене? Профессор чул сӑмсахсем ҫинче тӗл пулакан кашни ҫурӑка пит тимлӗн асӑрхаса пӑхать; уншӑн пулсан, пирӗн куҫ тӗлне пулакан кашни шӑтӑкӑн тарӑнӑшне тишкерсе пӗлни ытла та паха. Унта унӑн калама ҫук селӗм, лайӑх йӗркеленӗ ҫурт, оранжерейӑллӑ хӳхӗм сад пулнӑ. Одинцов виличчен хӑйне валли нимӗскер те хӗрхенмен. Хулана Анна Сергеевна питӗ сайра ҫӳренӗ, пуринчен ытла ӗҫпе кайнӑ, ун чухне те нумайлӑха мар. Губернире ӑна юратман, вӑл Одинцова качча кайнӑшӑн та ун ҫинчен нумай кӑшкӑрашнӑ, ун ҫинчен элек сарнӑ, ашшӗне вӑл жуликла ӗҫсенче пулӑшнӑ, ют ҫӗршыва та вӑл ахаль мар, хӑйӗн йӗрӗсене пытарасшӑн ҫеҫ кайса килне тесе калаҫнӑ… «Эсир ӑнланатӑр-и мӗн те пулин?» — тесе хунӑ сӑмаха вӗчӗхсе калакансем. Вӑл тулла кӗреҫепе пура ани патнелле ӑсса ывӑтса тӑрать, ӑна ывӑҫла-ывӑҫла илет, пӳрнисем витӗр юхтарса кӑларать. Йӗксӗк вӑл, кокетка… ух, мӗн-мӗн пӗлместӗп эп ун ҫинчен! Кусем — Тускуб карапӗсем. Дик Сэнд вӗсене вӑратрӗ те ҫӗнӗ хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтерчӗ. Сакӑр сехет кӑначчӗ те киле каяссӑм килмерӗ. — Яр! — курайманлӑхпа тепӗр хут кӑшкӑрчӗ те Бек-Агамалов, аллине картлаттарсах туртрӗ. Кам вӑл «ҫавӑ» текенни? Кирила Петрович ирпеле пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ, анчах Марья Кириловна ятне асӑнмарӗ. Каҫхи апат ҫинӗ чухне Анна Сергеевна каллех ботаника ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. — Шӳтлетӗн пуль эсӗ? Огнянов кӗсйисене хыпашларӗ, хутпа кӑранташ тупса кӑларчӗ. Вӑл сӗтел хушшинче ларатчӗ пулас, анчах мана курсанах е илтсен, ура ҫине сиксе тӑчӗ те ҫурӑмӗпе шкап еннелле ҫаврӑнчӗ. Памарски лагерь тӑшман аллинче. Хӗрлӗрех тӗтре витӗр эпӗ хӑрушла тискер сӑнсене, вӗсем ҫинче ҫӑмламас ҫӑвар шӑтӑкӗсене куртӑм та, ҫав ҫынсене хӗнес хаяр кӑмӑла аран чарса тӑтӑм. Турӑ ҫырлах, виҫҫӗмӗш сехет ӗнтӗ? Ну, вӑл пирӗн вӗт, — пӗтӗмпех пирӗн. Сывлӑш сасартӑк сивӗнчӗ, вӗсем Днепр ҫывӑхрах иккенне туйса илчӗҫ. Ку — пур ҫӗрте те чан ҫапнине пӗлтерет. Аллисене паттӑррӑн сулкаланса ҫапаҫҫӗ, апла пулмасан, ҫутӑпа мӗлке ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнса тӑрайман пулӗччӗҫ. Эпӗ сана, тӑванӑм, нумай укҫа парӑп. Пӗлетпӗр эсир укҫа ӑҫта тӑккалассине; килӗнте сысналла пурӑнатӑн, никама йышӑнмастӑн (хӑнана чӗнместӗн), мужикусене ҫарататӑн та укҫа пухатӑн кӑна мар-и. Вара — юри тунӑ пекех! — шӑп ҫав кунсенче манӑн пӗр пачах та ҫӗнӗ идейӑпа паллашма тӳр килчӗ. — Мӗн шуйттанӗ сӗтӗрсе ҫӳрет сана ҫӗр хута? — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ хӗрарӑм. Шыв лӑпкӑн шӑнкӑртатать. Шыв юххи ку тӗлте ҫав тери вӑйлӑ, ҫавӑнпа пӑрахут путлӗ чарӑнайман та, вунӑ ҫекундранах тапранса кайнӑ. Сулӑ ҫинчи ҫынсем ҫине вӗсем пит пӑхсах тӑмаҫҫӗ ҫав; халӗ акӑ вӑл таҫта тура кӗрлет, тӗттӗм пирки хӑй курӑнмасть, хашкани ҫеҫ илтӗнет. Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш кун ҫакӑ тата ытларах палӑрнӑ. — Ку енче ҫул ҫук. Анчах вӑл, ачасем мӗн хӑтланине пӗлме тӑрӑшнӑ пулсан та, вӗсен ашкӑнӑвӗсем ҫине темӗнле сӑнаса пӑхсан та, ҫак айванла вӑйӑра нимӗн те ӑнланма пултарайман. — Сан ҫапла каламаллаччӗ: мана ӑна турӑ янӑ, ваше превосходительство, турӑ калла илчӗ, ҫавӑнпа та ман ӳпкелешме халӑм ҫитеймест, темеллеччӗ… — Ку манӑн маскарадра тӑхӑнмалли костюм. Эпӗ ҫынсене каютӑсемпе кубриксенчен чупса тухнине куртӑм. Хайхи казак ҫурӑмӗ ҫинче хӗрсен чышкисем параппанла тӳплеттерсе вылянма пикенчӗҫ. Ҫӳлти ярӑма Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джек, Нэн, Бенедикт пичче вырнаҫрӗҫ. — Ҫапла, вӑт мӗнпе выляҫҫӗ вӗсем. Калаҫма юратакан сержант татах тӗпчерӗ: — Мӗн шуйттанла ку! Ун пек чӗмсӗр тӑни хӑранинчен ытларах кутӑнлашнине пӗлтерчӗ. Тепӗр тесен, ытти ӑслайсем те пурте ансат вӗсем. Пурте пӗр харӑс кулса яни унӑн сӑмахне хупласа илчӗ. Ҫак кун ҫынсем пуҫласа кулчӗҫ. Ҫакӑ вара вӗлермелле амантни пулнӑ та. Тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ. Джим нумай паллӑсем пӗлет, хӑй те вӗсене пӗтӗмпе пекех пӗлетӗп тет. Анчах поляксемшӗн чи хӑрушши вӑл — поляксен фрончӗн бази пулса тӑракан миллион снарядне сывлӑша сирпӗтни пулнӑ. Анчах — чӑн та тӗлӗнмелле — ҫав вӑхӑтрах эпӗ ҫунса таткаланнӑ симӗс абажурлӑ лампа паракан тип-тикӗс ҫутӑ ҫаврашкине мачча ҫинче пӗрре те курма чарӑнман. Ҫапах та ҫӗрле, пурте ҫывӑрнӑ чух, вӑл ҫынсенчен вӑрттӑн уборнӑя кайса, унта пичӗ ҫинчи хӗп-хӗрлӗ ҫӗвӗксене нумайччен массаж турӗ, вӗсем ҫине пудра сапса каллех сӑтӑрчӗ, кайран вара, вӗсем юсанасса шанса, тӗкӗр ҫине пӑхрӗ. Вӑл «кӳлӗнес» сӑмаха юратать. Тӗттӗмре тӑрсан, куҫсем хӑнӑхаҫҫӗ те ҫӗрлехи вӗҫен кайӑк куҫӗсем пек кураҫҫӗ. Радуб пӗтӗмпех юнланнине Говэн лайӑх асӑрхарӗ. Йывӑҫсене, ҫуртсен тӑррисемпе стенисене, урама сивӗ мар, ӑшӑ ҫеҫ те мар, — вӗри ҫил пырса ҫапрӗ, Санин пуҫӗнчи шлепкене хӑвӑрт сирсе илчӗ, Джеммӑн хура кӑтрашкисене ҫӗклентерсе, сапаласа ячӗ. Эпӗ ҫӑкӑр, колбаси е пӗҫернӗ «пыршӑ-пакарта» илсе килсен, ӑна ҫурмалла валеҫеттӗмӗр те, вӑл вара хӑйне тивӗҫ тӳпине хӑйпе пӗрле илсе каятчӗ. Зинаида розӑна пичӗ умне илсе пычӗ — хӗп-хӗрлӗ ҫеҫкесен ҫути унӑн пичӗ ҫине ӳкнӗн туйӑнчӗ. «Эпӗ улшӑнтӑм-им?» — ыйтрӗ вӑл. Валеҫес те — ӗҫе те пӗтрӗ! Ыталаса чуптӑватӑп сире. Тен, паян эпӗ те Берлинта ташланӑ пулӑттӑм! — Мӗскер? — кӑртах сиксе ыйтрӗ амӑшӗ, Николай ун ҫине пӑхса илчӗ, унтан куҫне хупрӗ те — унӑн шатраллӑ пичӗ суккӑр пулса тӑчӗ. Макариха ӑна ҫӑматӑ пачӗ. Ҫӑматне тӑхӑннӑ хушӑра вӑл ҫапла каларӗ: — Сасӑ памастӑм-и тен, тапак туртаc килсе кайрӗ. Ватӑ генерал, хаяр та ҫӑмламас куҫ харшиллӗ самӑр ҫын, хӑйне панӑ хута вуласа тухрӗ те лётчик ҫине сенкер те савӑнӑҫлӑ куҫӗсемпе пӑхса, кулса илчӗ: — Унта ҫитме те ӗлкӗртӗн пулать!.. Халлӗхе ун пекки ҫук, ҫавӑнпа та хӗрӗн идеалӗ, вӑл кирек мӗн чухлӗ вӗреннӗ пулин те, пӗрре ҫеҫ: суйласа илме май пултӑр тесе, вӑл епле пулсан та хӑй тавра нумайрах арҫынна, аҫа чӗрчуна, явӑҫтарасшӑн. Михайло тете — ан кай, тет. Ку хутӗнче асапланасси ҫумне галлюцинацисем пырса хушӑннӑ. — Генри Пойндекстер хӑйне хӑй, пӑрӑва вӗлернӗ пек, вӗлерттерес ҫуккине эпир пурте пӗлетпӗр. — Пурте-и? — Толине, ура ҫине! — терӗ вӑл. Пур енчен те ҫак ҫула суйласа илмелли курӑнать. — Ҫаврӑнса каятчӗ те ҫав нимӗҫсене пурне те вутпа ҫунтарса яратчӗ, ҫӑва тӗпне вӗсене! Ҫырма урлӑ каҫса, слободана кӗтӗмӗр. Мӗн тери юратса вулатчӗ вӑл Гарибальди герой ҫинчен. Сегал юлташ Центральнӑй Комитета ӗҫлеме куҫать. Купецсем хӑйсен ораторне ункӑ пек таччӑн сырӑнса илнӗ, ун ҫине ҫуланнӑ куҫсемпе пӑхнӑ, вӗсем ӗнтӗ, ытлашши хавхаланса кайнипе, унӑн сӑмахӗсене лӑпкӑн итлеме те пултарайман. Том ҫыран ҫывӑхӗнчереххӗн ишсе пычӗ, вӑл тӗттӗм пуличченех ишрӗ. Тӗттӗм пулсан, вӗсем ҫыран хӗррине тухрӗҫ. Пӳртӗнче халӑх йышлӑ. Анчах кун пирки Дикӑн шухӑшӗсем урӑхларах пулчӗҫ. Дворянсем хӑрса пыраҫҫӗ, вӗсем — пирӗншӗн чӑрмав мар, анчах чиновниксем пирӗн хамӑрӑн пулмалла, пур ҫынсем те пире хамӑрӑннисем, купецсем хушшинчен тухнисем кирлӗ, вӗсем пирӗн ӗҫе ӑнланччӑр, — акӑ мӗн! Артур нимӗн тума аптӑранипе салхуланчӗ, анчах полковник сасартӑк:— Ну, халӗ ӗнтӗ, мистер Бертон, эсир «Ҫамрӑк Итали» ҫинчен мӗн пӗлетӗр? — тесе ыйтрӗ. Урамсем пуш-пушах. Араб-пуҫлӑх ҫакӑн пек юн тӑкнине чармарӗ. Кайӑка персе ӳкернӗ пекех персе пӑрахӗҫ сире вӗсем… Ну, эсир тата Франческо Нери ҫинчен мӗн калама пултаратӑр? Гленарван Мюльредин тумтирне ярса илсе кӗсьисене хыпаласа пӑхрӗ. Пӳлӗме Тимур кӗчӗ, ҫилленсе кайнӑ Георгий чышкипе сӗтеле ҫапрӗ. Шыв хӑрушӑрах та хӑрушӑрах кӗрле пуҫларӗ, путакан выльӑхсем мӗкӗрнине те, ҫынсем: «Иисусе! Эсӗ мана ӑнлантарса пама пултаратӑн-и, Луиза? Эпир пурте ҫылӑхлӑ, сирӗн преосвященство, пиртен кам йӑнӑш туман! Паллах ӗнтӗ, ҫав йӑнӑшсем ҫинчен никамӑн та пур ҫӗрте те кӑшкӑрса ҫӳреттерес килмест. Ромашов ярт тӑсӑлнӑ, ура мускулӗсене шанк хытарса, аялалла уртӑннӑ хӗҫӗн эфесне алли ыратмаллах ҫивӗччӗн хӗссе лартнӑ. Вӑхӑт ҫитрӗ. Анчах лешӗ, ыйхӑран вӑранса кайнӑ пек пулса, тилхепине хӑмсарса илчӗ. Марья Васильевна пусӑрӑннӑ, ӑнтан кайнӑ пулнӑ иккен, анчах та эпӗ нимех те ӑнланса иллеймен. Тӑван мар атте кам иккенне пӗлеттӗмччӗ ӗнтӗ эпӗ. Мӗн эсӗ? Эпӗ ӑна хамӑн юрату ҫинчен ҫав халь аса илме те вӑтанмалла сӑмахсемпе калама пуҫларӑм. Ирландирен килнӗ юрист Морис Джеральда ача-пӑча хӑвармасӑр вилнӗ мучӗшӗн пурлӑхне илмелли правӑна парса хӑварнӑ. — Рендич пире тепӗр эрнерен пурне те туса пама пулчӗ, — терӗ вӑл. — Ӑна шанса тӑма юрать пулас… «Эсӗ, тет, ӑна пула пӗтетӗн… — Такан ҫинчен тарма май ҫук, — терӗ Негоро, — тӗрмерен вара… Сасартӑк ҫулӑм, ӑнлануллӑ чӗрӗ чун пекех, хӑйӗн нумай чӗлхисенчен пӗрне тӑсса кӑларчӗ те Мишель Флешар куҫӗ умӗнчи замок ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан тилӗ курӑкӑн туратне ҫуласа илчӗ. Арҫынсем, каллех лашисем ҫине утланса, ҫав ачасене хӑвалама тытӑнчӗҫ. Эдуард Гленарван ӑна «Дункан» ҫине ӗҫлеме чӗнсен, вӑл унӑн сӗнӳне пӗтӗм чӗререн хавасланса йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен Малькольм-Кэстле тытса тӑракан ҫынна, тӑванне юратнӑ пек, тахҫантанпах савать. Халӑх ӗҫрен таврӑнчӗ. Ун ҫинчен ак ҫаксенчен те пӗр иккӗленмесӗр сисме пулать: пӗрремӗш, ҫак хура юнлӑ дворянин хӑй пӳлӗмӗсенчен час-часах тухса ҫӳре пуҫларӗ, ӗлӗк вӑл хӑй юлхавне пула, кӳлепи йӗркесӗр пулнине пула ун пек тумастчӗ; иккӗмӗш, мана, Перерепенко ывӑлӗнчен, ӗмӗр манми аттерен Иван Онисиевран юлнӑ ҫӗре картласа тӑракан хӳмепе юнашарти унӑн тарҫисен пӳртӗнчен ҫӗр хута хӑй ҫути курӑнать, ку ӗнтӗ паллах мӗне пӗлтерни, мӗншӗн тесен хуҫи питех те хыткукарскер, унччен унта шӑн ҫурта кӑна мар, чӗпкуҫне ҫутма та ирӗк памастчӗ. Пур енчен пӑхсан та, таҫта, Хӗрлӗ Ҫар тылӗнче тӑшмана ҫӗнӗрен пырса ҫапма хӑватлӑ вӑй чӑмӑртанни палӑрса тӑчӗ. — Тӗрӗс, ачам, — терӗ ӑна Гленарван, чӗререн тухакан сӑмахсемпе ҫемҫелнӗскер. Акӑ ҫӗрле вилсе кайӗ те, эпир ун айӗнче выртӑпӑр, ах туршӑн та! Анчах та революционерӑн хӑйӗн хастарлӑхне ывӑна пӗлмесӗр, тарӑнрах та сарлакарах аталантарса пымалла. Вӑхӑт ҫапла тума хушать — пирӗн пуринчен малта пымалла, мӗншӗн тесен эпир — истори вӑйӗпе кивӗ тӗнчене ишӗлтерсе ҫӗнӗ пурнӑҫ тума чӗннӗ рабочисем. Мӗн курӑпӑр вара эпир, Тарӑ? — Анчах мӗншӗн-ха хӑвӑн та юратас мар! — тет те ҫула тухса каяканни, шухӑша путса, хӗрхеннӗ евӗр хӑйӗн тусӗ ҫине пӑхать. — Е вырӑсла белмес те чухлаймастӑн-и? Туя та эпир хам шутланинчен чылай маларах тума пултаратпӑр! — «Ку кирлӗ мар, кунта унсӑрах питӗ лайӑх», — тет вӑл, эпӗ чӑннипех те лайӑххине туятӑп, вӑра эпир унпа иксӗмӗр ҫӳлтен ҫӳле вӗҫетпӗр. — Кӗместӗп. Вӑл вӑхӑтра Джо питӗ ӗнентерӳллӗн ҫакӑн пек каласа тӑчӗ:— Ҫук, Гек, Том — шанчӑклӑ ҫын. Вӑл каялла таврӑнатех. Эсир турра йышӑнмастӑр, сире эпир хоругви йӑтса пыма та ыйтмастпӑр, пире хамӑра ирӗк парӑр: эпир турра ӗненекен ҫынсем. Халӑх мӗн ыйтнине тивӗҫтермелле ҫав. Унтан тата эпир ытларах тупӑш курасшӑн тӑрӑшатпӑр-ҫке. Вулав ҫурчӗ валли хаҫатсемпе кӗнекесем кирлӗ, ытти туянмалли япаласем те пур, укҫа кирлӗ. Ҫамрӑк ҫынсем хуланалла савӑнса таврӑнчӗҫ. Хӗвел пӑхса ҫӗре ӑшӑтса та ӗлкӗреймерӗ, пӗтӗм тӳпе кӗрлеме тытӑнчӗ: хӗвеланӑҫӗнчен пысӑк ушкӑнсемпе «юнкерссем» куҫма тапратрӗҫ. — Эпир шыратпӑр ӑна, шыраса та тупатпӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. — Тен, унта ҫынсем инкеке лекнӗ пуль? — терӗ Уэлдон миссис. Юрать-и? Ун тимлӗхӗпе хавхаланнӑскер, чи татӑклӑ мел туртса кӑларма тавҫӑрса илтӗм эпӗ. Пичче, виҫеллӗ ҫеҫ калаҫаканскер, кӑшт йӑл кулнӑ пек пулса:— Эпир ӑна тӗрӗслесе пӑхӑпӑр, — терӗ. Старик, чӗнми пулса, ывӑлӗн ҫырӑвне хӑй ӑшӗнче вуласа тухнӑ, унтан, ӑна сӗтел ҫине хунӑ та, куҫхаршисене ҫӳлелле ҫӗклесе, тӗлӗнӳллӗ сӑнпа пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑннӑ. Унтан вӑл фляжкине ӳпӗнтерчӗ те мӗнпур пек шывне ман ҫӑвара ячӗ. — Совет ҫынни, — терӗ ун хыҫҫӑн Алексей ним шухӑшламасӑрах, куҫӗсене халӗ те заметка ҫинчен илмесӗр; унтан унӑн сӑнӗ темле шалтан тухакан хӗрлӗ тӗспе ҫуталчӗ те, вӑл пурин ҫине те тӗлӗнчӗклӗ-савӑнӑҫлӑ куҫсемпе пӑхса ҫаврӑнчӗ. Эсӗ ӗненетӗн, вӑл ӗненмест, мӗншӗн тесен пӗр хӑвна ҫеҫ ӗненме юрамасть. — Кайран мӗн пулса иртрӗ вара? — йывӑррӑн ыйтрӗ Ромашов. Фома ӑна урамра час-часах тӗл пулкаланӑ, Люба, ун пек чух, шукӑль ҫӗлӗклӗ пуҫне мӑнкӑмӑллӑнрах сӗлтсе, Фомана сывлӑх суннӑ. Эпӗ тепӗр икӗ картлашка ҫине пусса улӑхрӑм та, пӗшкӗнсе, чикмек тӑрах ҫӳлелле чупса кайрӑм, ҫи витти ҫине качака таки пек сикрӗм. Канатсене туртса карӑнтарӑр!.. Алӑк уҫӑлчӗ те, Цанко арӑмӗ пырса кӗчӗ, вӑл та, Клисурӑра ҫуралнӑскер, элекҫӗ те сӳпӗлти хӗрарӑм. Каласан ӗненмӗр, тӑвансем, кашни вӑрӑм туни — ҫерҫи пек, юн кӳпсе тултарсан вара ҫерҫирен те пысӑкрах пулать, чӑннине калатӑп! — Хӗвел мӗнлине пӗлместӗн? Вӑл, пӗр куҫне сиввӗн ялкӑштарса, — теприне вӑл тахҫантанпах ҫуман хӗрлӗ тутӑрне ҫыхса лартнӑ, — Нагульнов енне ҫаврӑнчӗ. — Ленин ҫамрӑксене ватӑ гвардие хирӗҫ тӑрасси ҫинчен ӑҫта каланӑ? Мӗншӗн вӗренмелле вӗсене? Санька, пӑх-ха! — Паллах, — терӗ Робеспьер. Гусева кӑкӑрӗнчен пӳрнисемпе ҫатӑрласа тытрӗ: — Мӗн калаҫатӑр эсир? — Тӗлӗнмелле лайӑх эрех! Вӑл лекнӗ пилеш кайӑкӗсем хыҫӗнчен вӗре-вӗре, уласа чупса ҫӳрерӗ, путӑксем, тӗмесем, кӑкланӑ тункатасем урлӑ сиккелерӗ, чупса пырса шывалла сирпӗнсе кӗрсе шыв лаккарӗ, кайран силленчӗ, йынӑшрӗ, — унтан хӗрлӗ чӗлхине тем вӑрӑмӑш кӑларса, каллех малалла ыткӑнчӗ. Зенитка хӳтлӗхӗнче чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан регулировщик:— Тухтӑр илсе килместӗр-и? — тесе кӑшкӑрчӗ. — Эпӗ пӗлетӗп! Эп сана тата ытларах та калӑп. Вӑл, чӗвен тӑрса, мӑйне тӑсса, таҫта — сӗтел вӗҫнелле пӑхнӑ, пӗчӗк куҫӗсем унӑн тӗлӗнтермӗшлӗн йӑлтӑртатнӑ, — калӑн, вӑл унта темскер кӑмӑла килекен япала асӑрханӑ, тейӗн. Вӑл пӗшкӗнчӗ те пӗлтӗрхи типнӗ хӑмӑр курӑк тунине татса илчӗ, ӑна ӳрӗк-сӳрӗклӗн кавлеме тапратрӗ. Сана ӑҫта ҫавнашкал йӑвалантарса асаплантарнӑ?! Арто, ӑсси, йытӑ ывӑлӗ! — Ҫирӗм тӑваттӑ! — терӗ татах Роберт. Итлетӗп акӑ: кӗвви кунсерен илтӗнекенни пек мар, пӗрре вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн, тепре васкавлӑн та уҫӑмлӑн янӑрать, ҫаврӑнса пӑхатӑп та — таврара никам та ҫук. Княжна хӑвӑрт ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, аллисене сарса, ман пуҫӑмран тытрӗ, вара вӗрин, хыттӑн чуптурӗ. — Ас ту, ан чӗннӗ пултӑр! — Тӗкӗр хыҫӗнче. — Ҫав ҫӑлса хӑварчӗ, Бойчо, ҫав аскӑн Милка ҫӑлса хӑварчӗ! Апат ҫинӗ хыҫҫӑн пурин те тапак туртас килсе кайрӗ. Хӑш-пӗр шухӑшӗ уншӑн паллӑччӗ-ха ӗнтӗ, анчах ку ҫамрӑк ҫын кӗрешӳ пирки те каларӗ-ҫке, кӗтӳҫшӗн ҫак сӑмах ҫӗнӗ сӑмах пулчӗ, ун чӗринче халиччен янраман хӗлӗх сарӑмсӑр туртӑнса илчӗ. Лось патне пырса тӑчӗ те унӑн ҫамкинчен, куҫ харшисен хушшинчи путӑкран ятсӑр пӳрнипе перӗнчӗ. Вӑл сивчире пӗлет, аташнине пӗлет тата ытти ҫавӑн пек чирсене пӗлет вӑл, ку вара — ухмаха ерни. «Варени банкине лекнӗ шӑши пекех ухмахла», терӗ вӑл юлашкинчен савнийӗ ҫинчен хӑй шухӑшласа кӑларнӑ сӑмахпа. Хӑйне питӗ тишкерсе тӑнине пӗлсе, тата арестлессине систермесӗр, вӑрттӑн велладонна ӗҫтерсе анӑратаҫҫӗ те аташса калаҫнине итлеҫҫӗ тенине аса илсен, унӑн апат ҫиесси те, ҫывӑрасси те килми пулнӑ. Ҫӗрле хӑй ҫумӗнчен йӗке-хӳре чупса иртсен, вӑл хӑранипе сиксе тӑнӑ, унӑн ҫан-ҫурӑмне сивӗ тар персе тухнӑ, ӑна хӑйӗн камеринче такам пытанса, вӑл тӗлӗкре калаҫмасть-ши тесе итлесе тӑнӑ пек туйӑннӑ. Темӗнле путсӗрӗ унӑн питне юн тухмаллах ҫӗмӗрнӗ. Ячейки пӗтӗмпе тенӗ пекех собранирен пӑрахса кайрӗ. Юрӑҫӑ концертра тухса хӑй пӗччен юрӑ юрланӑ чухне унӑн аллинче нотӑсем пулнӑ пекех, вырсарникунхи шкулӑн директорӗ хӑйӗн яланхи кӗске сӑмахне каланӑ чумне те унӑн аллинче кӗле кӗнеки пулатех. Вӑл урӑхла кайӑк тытса хӑтланнӑ: ҫӗмрен вӗҫӗ ҫумне хут татӑкки ҫыха-ҫыха лартса, шыв леш енчи тӗлме-тӗл акаци чӑтлӑхӗ ӑшнелле янӑ. Хамӑр именирен пӗр вунпилӗк ҫухрӑмра манӑн пӗр паллакан ҫын, ҫамрӑк помещик, отставкӑри гварди офицерӗ Аркадий Павлыч Пеночкин пурӑнать. — Эсир мана ҫӗнтересси ҫинчен пӗр секунд хӑть шутлама пултаратӑр-и? — тесе кӑшкӑрнӑ Денни. — Мана вӑл килӗшмест, калас пулать. Эпӗ ним каламасӑр пуҫ таятӑп. Чиркӳ хыҫӗнче — улӑм витнӗ пӳртсен тӑррисем хушшинче унта-кунта мӑрьесем курӑнакан икӗ каслӑ ял тӑсӑлса ларнӑ. Ҫав майпа ҫӗр варринелле анса кайни профессор кӑмӑлне каять пулсан та, мӗншӗн тесен вӑл аялалла пуҫхӗрлех анса кайнинчен нумаях уйрӑм мар, анчах эпӗ… Кам та кам ун юнлӑ хаяр ачашлӑвне хуть пӗр хут кӑна тутанса курнӑ пултӑр, ҫавӑ нихӑҫан та манайман ӑна, унашкалсем вара ӗмӗрлӗхех унӑн сирсе ывтӑнтарнӑ мӗскӗн чурисем ҫех пулса юлнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйне ҫапла тыткалани чуна кӳрентерсе ярать, вара е унпа вӑрҫма тытӑнатӑн, е нимӗн чӗнмесӗр пирус чӗртсе яратӑн та тарӑхса выртатӑн, ыйӑхсӑр асапланатӑн. Ваше благородие, ҫӗҫҫи унӑн мар вӗт. — Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ пристав, Рыбин умӗнче чарӑнса тӑрса тата ӑна куҫпа виҫсе. — Дуняшка! — тепӗр хут кӑшкӑрчӗ княгиня. Анчах вӑл мана малаллах калама, лайӑххисемпе начаррисем ҫинчен те тӗплӗн каласа пама ыйтрӗ. — Мана эсир тараватлӑ пулни ҫӗклентерет. Анчах эпӗ пӗр япала ҫинчен кӑна астутарасшӑн. Инди ытарма ҫук хитре ҫӗршыв. Асӑнман парнесемпе тӗлӗнмелле япаласем унта ҫул ҫӳрекен ҫынна кашни утӑмрах кӗтсе тӑраҫҫӗ. Ирхине караванта чылай ҫын ҫукки палӑрать. Халӗ эпӗ сирӗн енче тӑратӑп, ҫавӑнпа та пӗтӗм чунӑмпа, ӳтӗмпе хамӑр отряда сирӗн пек лайӑх ҫынсӑр тӑратса хӑварас мар, тесе тӑрӑшатӑп. Чартков хыҫӗнче чарӑнса тӑнӑ хӗрарӑм: «пӑхать, пӑхать!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те каялла чакрӗ. Пӗлетӗр-и, Уэлдон миссис, моряк ӗҫне ачаран хӑнӑхса пымалла. Марыся вӑрмана кайса мӑк илсе килчӗ, ӑна пӗр ҫӗре ҫапнӑ пӗренесем ҫине сарчӗ, ашшӗне ҫак вырӑн ҫине вырттарчӗ те эрехпе темле им-юм хатӗрле пуҫларӗ. Ку сӑнава ытти япаласемпе те тума пулать. Сывлӑшне ҫавӑрса илсен, вӑл кӑшт хуллентерех кӑшкӑрчӗ: — Кам калаҫать? Лава ҫӳрекенсем пирӗн урамра те курӑнмаҫҫӗ-ха, эпӗ пӗр лав ҫине ларса кайса, хӑвӑрт ҫаврӑнса килме шутланӑччӗ. Ку чартак ҫинче такамсем пурӑнаҫҫӗ иккен. Тахӑшӗ ман тӳмме ҫумне номер ҫыпӑҫтарса хӑварчӗ — почтӑлла выляҫҫӗ-мӗн. Черня пӗр сасӑ кӑлармасӑр тӗмӗсем хушшинелле тапса сикрӗ. Хӗрарӑм диван кӗтессине ларчӗ те хӑйӗн йӗтӗн тӗслӗ ҫӳҫне тӳрлеткелесе, монтёр ӗҫленине сана пуҫларӗ. Вӑл пӳрнисене ҫапла килӗшӳллӗ вылянтарни, ытла та ирӗклӗн ларни, ҫӳҫне силлентеркелени тата пирӗн хӗрарӑмсем унӑн талантне пысӑка хуни манра фортепьяно калама вӗренес кӑмӑл ҫуратрӗ. Вӑл Фома умӗнчен ним сассӑр иртсе кайнӑ чух йӗри-тавра духи шӑрши ҫапса юлнӑ: Фома — унӑн куҫӗсем тӗксӗм-кӑвак, куҫхаршисем хура иккенне асӑрханӑ. Пӳрт чӳречисен хупписене ҫапса лартнӑ йӗри-тавра мӑкпа хытхура ӳссе ларнӑ. Ку ӗнтӗ ҫак пӳрте ҫынсем тахҫанах пӑрахса кайнине пӗлтерет. Вӗсем ҫӗрӗпех уҫӑ тинӗсре ирттерчӗҫ. Кӗпер ҫине вӗҫтерӗр, лашана пӑрахӑр та, хӑвӑр ҫырмана пытанӑр. — «Робинзон Крузо»? Тӑвӑл пуҫлансан та, ишев ытла хӑрушах пулма кирлӗ мар, чӑн-чӑн йывӑрлӑх пӗлмен ҫыран патне ҫитсе чарӑнмалла чухне пуҫланать ӗнтӗ. Тӗмеске ҫинче халӗ икӗ виле юнашарах выртаҫҫӗ. Ниҫтан пулӑшу ҫук ҫӗрте усал дикарьсен аллине ҫакланни ҫинчен шутлама та йывӑр-ҫке!» Ҫук, юлташӗсем хӑйне манса каясси ҫинчен шутламасть вӑл, мӗншӗн тесен Воропаев хӑй те, ячӗсене тепӗр чух маннӑ пулсан та, е сӑн-питрен аса илеймесен те, никама та манман. Павел ҫамрӑк качча мӗн кирлине пурне те турӗ: хуткупӑс, кӑкӑр умне ҫакма крахмалпа хытарнӑ кӗпе, ялтӑркка галстук, туя, калуш туянчӗ те, хӑйӗн ҫулӗсенчи ытти ҫамрӑксем пекех пулса тӑчӗ. Вӗсем хушшинчех ҫамрӑк вӗҫкӗн хорунжий, вӑл ӑнсӑртран станицӑна лекнӗ те халӗ ак пуҫтарӑннӑ тӑхӑр казака пуҫ пулма йышӑннӑ. — Калӑр-ха, мӗн тунӑ ӑна мӑнастирсем? Мӗншӗн ҫунтарасшӑн пулнӑ вӗсене? — О, — терӗ Луиза, вӑтанса кайса, — епле эпӗ курмасӑр юлма пултаратӑп-ха! Киле ҫитиччен виҫӗ лимона вӑрласа кайрӗҫ. Вӑл мана юнаса илчӗ те аллипе сумкине ярса тытрӗ. Вӗсем тата хаяртарах тапӑннӑ, ним шанчӑк та юлман пек пулчӗ. Эсӗ кайман вӗт, ҫапла-и? Мӗншӗн ҫак вӑхӑтра тухма шут тытрӑн? Вӑл пӗтӗм наукӑна вӗренсе ҫитнӗ, халӗ англицки чӗлхепе ҫӑмӑллӑн калаҫма вӗренет; пуҫне те манран кая пӗлмест, автансен сассине те пуринчен лайӑхрах уйӑрать. — Мӗн тума парас ӑна мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпа? Пӗр икӗ минут иртсен, Берсенева макӑрни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ; вӑл чӳречине уҫса пӑхрӗ, анчах тулта шӑпах-мӗн: таҫта инҫетре ҫеҫ, пӗр-пӗр иртсе ҫӳрекен мужик пулас, Моздок ҫеҫенхирӗ юрра тӑсать. Йӗркеллӗ ҫамрӑк хӗрарӑм та йӑл кулса илеймесӗр чӑтса лараймарӗ. — Анчах, ман шутпа, страуссем те Америкӑра пурӑнмаҫҫӗ пулмалла, — палӑртрӗ Дик. — Тасатӑр урама! — кӑшкӑрчӗ офицер. Фома хӑйӗн умӗнчи сухаллӑ питсем ҫине тинкерсе тӑнӑ, унӑн вӗсене темӗнле кӳренмелли сӑмахсем калас килнӗ. Нимӗҫсем шурлӑхсенче ларнӑ хушӑра эпир, вӗсем йышӑннӑ территорирен тухса, хамӑр ҫарсемпе пӗрлешӗпӗр. Петра унӑн сӑмахӗсенче темле йӳҫек япала пурри туйӑнчӗ. Каҫхине, инҫетре тӗтӗмлӗ хула курӑнса кайсан, хашлатса пыракан поезд ҫул урлӑ каҫса шӑхӑртса илчӗ те, пӑс кӑларса, ҫӗр айне чӑмрӗ, — темле ҫурма-ҫаврака шӑтӑка кӗрсе ҫухалчӗ. Ҫула май ҫил вӗрет. Кӗҫӗн алӑкран тухрӗҫ. Виҫҫӗре пирӗн бюро. Кирлӗ вӑл мана, мӑка ҫамкаллӑ шуйттансем! Вӑхӑчӗпе урамра ут чупни те нагаец урапи чӗриклетни илтӗнет, тутарсен хурлӑхлӑ юрри янрать. Маттур! тесе калать, те. Тӗлӗкре кӗрӗк ҫӗлеймӗн. Офицер господасене хӑйсен взвочӗсене кайма ыйтатӑп. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӑл вӗренсех ҫитрӗ. Ыттисенчен ытларах ун йӗри-тавра кӗске ураллӑ майор Олесов явӑҫатчӗ, хӑй мӑнтӑрскер те хӗрлӗ питлӗскер, кӑвак пуҫлӑскер тата пароход ҫинчи машинист пекех ҫуланса пӗтнӗскер. Кайӑк питлӗ дама, коробкине сӑмса айӗнчех тытса, канфет ӗмсе ларнӑ. Пурнӑҫра вырӑн ҫук сана… «Сывӑ пул, анне», — терӗ те шӑхӑрса уттара пачӗ. — Тавлашса тусне ҫӗнтертӗм тесе вӑл питӗ хӑвӑрт утма пуҫлать, килне виҫӗ уйӑх маларах пырса ҫитет. Ку хыпар пире пурсӑмӑра та хурлантарчӗ. Тухнӑ ҫулпа пӗр чарӑнмасӑр, пӗр мильӑна яхӑн утрӑм; унтан вӑрманпа ҫаврӑнса тухрӑм та Фелпс кил-ҫурчӗ патне таврӑнтӑм. Хохол кулса ячӗ, ура ҫине сиксе тӑрса хӑвӑрт-хӑвӑрт уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. Ҫук, патнерех пырса пӑхсан, эпӗ малтан тӗлӗннинчен ытларах тӗлӗнтӗм. Вӗсем темле хӑй пӗлмен чӗлхепе калаҫнине вӑл илтнӗ. Анчах халӗ тепӗр япала ҫинчен те шухӑшламалли пурччӗ унӑн. Вӑл хытӑран хытӑ антратрӗ тата эпӗ хӑранинчен, хӑйӗн сассине атте илтесрен шикленчӗ пулас. Вӑл кунхине атте сывлӑхӗ уйрӑмӑнах начар пулчӗ, ӑна шӑплӑх кирлӗ пулнӑ. Кунсӑр пуҫне тата доктор капитана пӗр стакан сиен тумасть тенине те мана ҫирӗплетрӗ. Тепӗр енче Факс бухти сарӑлса выртать, бухтӑн ҫурҫӗр енче Снеффельс ятлӑ пысӑк глетер курӑнса тӑрать; ҫав вӑхӑтрах бухтӑра пӗртен-пӗр «Валкирия» ҫеҫ якӑр ярса тӑнӑ. Ҫунат чылаях ҫӗклесе хӑпартрӗ ӗнтӗ мана, пӑхатӑп, — хӑлат хур чӗпписем тӗлӗнчех явӑнать; кӗҫ-вӗҫех пӗрне ҫаклатса каять. Интерес тени ҫуллен-ҫул хутшӑнсах пырать, пурнӑҫ техӗмӗ нумайланать. — Чӗнсе кил ӑна кунта… «Сасартӑк мана кам та пулин кӳрентерет?» тесе, вӗҫӗмсӗррӗн куҫӗсене ҫавӑрттаракан мӑн кӑмӑллӑ чыс, мӑкӑрӑлтарса хунӑ кӑкӑр, тӑвӑрттарса лартнӑ чавса, хӑпарттарнӑ хулпуҫҫисем. Тата малалла тӗссӗр ҫулҫӑллӑ ытти йывӑҫ пеккисем те курӑнса кайрӗҫ. Вӗсене палласа илме ҫӑмӑлах пулчӗ. Палатӑра хӗвел вылять, — пурне те ылттӑн ҫутипе ҫутатса илет те пытанать, унтан каллех пурин ҫине те йӑл пӑхса илет, ача-пӑча аснӑ пек хӑтланать. Тимӗрҫе пӳрт ӑшчиккине ӳрӗк-сӳрӗккӗн пӑхкаласа ларать, хушӑран вӑл раштав ячӗпе юрласа ҫӳрекен хӗрсемпе каччӑсен таҫта ҫитиех илтӗнекен сассине итлет; юлашкинчен вара вӑл урайӗнче ларакан михӗсене асӑрхарӗ: «Мӗншӗн кунта лараҫҫӗ-ха ку михӗсем? — Иккӗмӗш акт пуҫлансан, чӗнсе кӗртӗп-ха эп ӑна, — терӗ вӑл Кораблева такам пирки. Ҫав минутра ман чӗрене хӑраса сехӗрленнин сивӗ туйӑмӗ мӗн тери вӑйлӑ ярса илнине калама пултараймастӑп. — Ле-екрӗн-и? — каланӑ пӗри ӑшӑрханнӑ сасӑпа. — Ҫапла. Акӑ час утӑ ҫулас вӑхӑт ҫитет. Пӗр господин — Равенна патӗнче унӑн хӑйӗн ферми пур — ҫак кунсенче Бастийӑна пынӑччӗ. Равенна патӗнче ӗҫ нумай тесеччӗ вал. — Эсир уйӑрсах илеймерӗр вӗсене. Кук ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен аялти картлашкара тӑракан туземецсемпе ҫыхӑнса кайни ҫинчен каласа тӑмастӑп — пире кирли вӑл мар. — Мӗн каламалла? — Эпӗ калаҫса пӑхӑп. Паллах, ӗнтӗ, ку сасӑ Флинт сасси евӗрне килет. Ҫапах та вӑл урӑх ҫын сасси евӗрне ытларах килет… Пӑхатӑп: Пугачев ури умӗнче Савельич вырта парать. — Андрей Петрович сире эпӗ темле… тирпейсӗр ҫынсемпе тухса кайни ҫинчен каласа пачӗ пулӗ, — терӗ вӑл ӑшшӑн кулма пӑрахмасӑр. Ҫапла, Павлуша, парти пайтахӑшне вӗренӳ ӗҫне куҫарчӗ. Скопец хулхушшине шурӑ пӗчӗк тӗрке чиксе пароход аяккинче тӑратчӗ, шыва путса илнӗ ҫын пек кӳпӗнсе кайнӑскер те йывӑрскер, вилӗ куҫӗсемпе Яков ҫине тӗллесе пӑхса тӑратчӗ. Калаҫӑпӑр, сыпӑпӑр, ирхине кайӑн. Кӑнтӑрла вӑл тап-таса та ним пӗлӗтсӗр пулать, ун ҫинче вара эсир ылтӑн хӗвел йӑлтӑртатса тӑнине ҫеҫ куратӑр. Ҫӗрле пӗлӗт ҫинче таса хурҫӑран шӑратса тунӑ пек ҫӑлтӑрсем сапаланса тӑраҫҫӗ, хӗррисем пит паллӑн курӑнса тӑракан уйӑх дискӗ вара кунта кӗмӗл тӗслех туйӑнать. Ку мана пӗтӗмпех тӗлӗнтерсе ячӗ. Ӑна Николай Антоныч хӑех ҫырнӑ пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, — хай, карчӑк каласа панӑ «ҫырӑвехчӗ» ӗнтӗ вӑл. — Эх, каҫалапа ку пит те лайӑх ахӑрса каять! — терӗ Челкаш, пуҫӗпе тинӗс ҫинелле сӗлтсе. — Вӑй ҫитсен, мӗн май килнӗ таран ҫапӑҫӑва ытларах тӑсма тӑрӑшӑр: Келли ҫапла хушрӗ. Ку ҫапах та Ҫӗнӗ Зеландирен Анголӑна ҫитме ҫур ҫул, эпӗ Африкӑн хӗвеланӑҫ ҫыранӗ патнелле темиҫе пин мильӑна ҫывхарнӑ пулӑттӑм. Мӗнех вара? Кайнине хам куҫпах куртӑм. Хӗрарӑмсем килелле таврӑнчӗҫ, вӑл лерелле кайнӑ. Унтан вӑл, чуптӑвасшӑн пулса, ман алӑсене тытма пикенет. — Мӗн пулчӗ сана? — ӑнсӑртран ыйтрӗ атте, — курак вӗлертӗн-и? Анчах пурсӑмӑрӑн та пирӗн пӗр туйӑмччӗ ӗнтӗ: «Ҫӗнтерӳ». Вӗсене эп Пловдиври ҫирӗм сар пикепе те улӑштармастӑп. Лешӗ мӗн хушать, пурне те тӑваҫҫӗ, Енчен хӗрӗх миля тӑршшӗ кермене кевер чултан кӑна тума хушсан тата унта хӗрри таранах чӑмламалли резинка е урӑх мӗн те пулин тултарма каласан тата хӑвна валли арӑмлӑх Китай! Императорӗн хӗрне вӑрласа килме ыйтсан — вӗсем ҫаксене пурне те тума тивӗҫлӗ, ҫитменнине, пӗр каҫра хӗвел тухса ӗлкӗриччен. — Гиро… мӗн? Председательрен пӗр хут пур сана, халех Совета пыма хушрӗ. — Степан! Юлан утсем хурамапа танлашрӗҫ. Часах эпир иксӗмӗртен хӑшӗ тӗрӗссине курӑпӑр. Ҫав хула мухтавӗ аякка-аякка, хӗвел анӑҫнеллех сарӑлать, ҫапла вара — хӗрлӗ ӳтлисене сехӗрлентерет, мӗншӗн тесен Земзе ҫыннисем вӑйлӑ, тӑшманӗсен шухӑш-тӗллевне тӗшмӗртееҫҫӗ, вӗсене инҫетренех вӗлерееҫҫӗ, — йывӑҫӑн авӑнчӑк татӑкне ывӑтаҫҫӗ те… Сильвер, пиртен юлас мар тесе, мӗнпур вӑйӗпе чупать. Ку мустанга халь пачах ҫӳреме вӗрентмен-ха. Вӑл кирек кама та паллӑ. Карчӑкӑм ҫинчен калаҫмастӑп та: паллах — амӑшӗ вӑл! — анчах ун умӗнче хам туйӑма кӑтартма хӑяймастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл юратмасть кӑна. Каштанка Иван Иваныч ҫине куҫ илмесӗр пӑхнӑ, хӗпӗртенипе уласа янӑ тата темиҫе хут та ун хыҫҫӑн уҫҫӑн вӗрсе чупма тытӑннӑ. Эпӗ темиҫе статья ҫыртӑм: «Гражданла авиаци» журналне хаяр ҫилтӑман вӑхӑтӗнче самолета мӗнле майпа креплени тӑвасси ҫинчен, «Правда» хаҫата — штурман дневникӗсем ҫинчен ҫырса ятӑм, Главсевморпутьне докладлӑ ҫыру ҫыртӑм. Мартини акӑлчанла калаҫать — паллах ӗнтӗ, ют ҫӗршыв ҫынни пек пулсан та, — аванах калаҫать. Унӑн ыттисем пек ҫурҫӗр иртиччен ларас йӑли тата хуҫа арӑмӗ чирленине пӑхмасӑр политика ҫинчен хытӑ сасӑпа калаҫас йӑла пулман. Анчах халь Лозневой пуҫӗнче урӑх шухӑшсем вӗлтлетсе тӑчӗҫ: «Андрей ӗнтӗ нихҫан та киле таврӑнас ҫук пулӗ, манӑн нумайлӑха Лопуховсен килӗнче вырнаҫса пурӑнмалла пулать пулӗ», терӗ вӑл. Хавхаланса кӑшкӑрашни сасартӑк шӑпланчӗ. Пурте хытса кайрӗҫ. Сывпул, шкул! — Нагульнова ҫывӑрма хӑв патна илсе кай, асӑрхасах тӑр, ан ӗҫтӗр вӑл, — пӑшӑлтатрӗ Давыдов Разметнова. Сирӗн пуҫарӑва хисепсӗр нумай турӑ пиллетӗрех!.. Икӗ уйӑх иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра Давыдов Ярски ҫыннисем Райполеводсоюз правленийӗн председателӗнчен илсе килнӗ ӗҫлӗ хута вуласа тухрӗ. Эпӗ ӑна ӗнер каҫах хальхи пек чуптуса пӗтернӗ пулӑттӑм. Жид пит-куҫран самаях тӗксӗмленчӗ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен Санин, Клюбер тата Эмиль шӑп ҫак каретӑпа кондитерски крыльци патне чаплӑн вӗҫтерсе ҫитрӗҫ. Пурне те пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн вӗҫсе кайрӗ:— Килне кайрӗ, — терӗ Рене-Жан. — Виҫҫӗмӗшӗ те пур-и? — ыйтрӗ мистер Трелони. Чӳречесене тӗтӗм хупласа илчӗ. — Пӗр самантрах картишӗнчен, пӑшал затворӗсене шалтӑртаттарса, темиҫе ҫын чупса тухрӗҫ. Эпӗ ҫапла шутлатӑп, ырӑ ҫыннӑм. Вӑл унта ҫитсенех ун патне Иманус пырса тӑчӗ. Арманта икӗ тӗрӗке вӗлерсе вӗсен виллине шӑтӑка пытарние ӑнсӑртран ҫеҫ курма тӳрӗ килнӗ хыҫҫӑн Мунчо ҫак Огняновпа курнӑҫмассерен унран тӗлӗнет, ӑна пысӑк ҫын вырӑнне хурать, ҫав хушӑрах хӑрать те. Зеб ӗнтӗ ҫак шлепкене такам ҫинче курнине аса илнӗ. Клиникӑра шыв ҫитмен, час-часах газ та ҫунма чарӑннӑ, ҫавӑнпа инструментсене ӗлӗкхи спиртовкӑсем ҫинче вӗретмелле пулнӑ. — Турӑҫӑмах! — кӑшкӑрса ячӗ студент, — мӗнешкел ырӑ ӑс-тӑнлӑ! Хутсене сӗтелӗн пӗр кӗтессине шутарса хучӗ, пушӑ вырӑна хаҫат сарчӗ, унтан воблӑна пуҫӗнчен тытрӗ те сӗтел ҫине ҫатлаттара пуҫларӗ. Пуҫ тӳпине сивӗ шыв тумлатма тытӑнсан мӗн пулса иртнине астуса илме те пултараймастӑп. — Вӑл килет! Егор, ырӑ кӑмӑллӑ, тӑрӑшуллӑ, анчах питӗ тӑмсай лакей, алӑка уҫрӗ. — Астӑватӑн-и, — ӑна пӳлсех каларӑм эпе, — хӑвӑн куккуна мӗнле шыранине? Икӗ сехет хушшинче ҫак хыпар пӗтӗм хулана сарӑлчӗ. Вӑл пӗр самантрах урайӗнче выртакан ҫынсем хушшинче старике шыраса тупрӗ те, леш тавҫӑрса илме ӗлкӗриччен, хӗпӗртесе йынӑшса, ӑна питӗнчен, куҫӗсенчен, тутинчен ҫуласа илчӗ. Эх, йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана кунта, тапранса каятӑп эпӗ ҫуркунне Сибирелле. Ывӑнса ҫитрӗм. Хӑвӑн пырас та тытас, курпун шуйттан… Нимӗн те кирлӗ мар, туссем мана ыранах манаҫҫӗ, е унтан та япӑхрах, ман ҫинчен, турӑ пӗлет, темӗн те пӗр каласа пӗтерӗҫ; хӗрарӑмсем урӑххине ыталаса, вӑл вилнӗ ҫын ҫумне ан хуштӑр тесе, кулӗҫ манран. Джемма нимӗн ӑнланмасӑр ун ҫине пӑхса тӑчӗ. — Эпӗ тата лайӑхрах турӑм, — тесе тавӑртӑм эпӗ ӑна, — ячӗ каясран ҫӑлса хӑвартӑм! «Ҫапла ӗнтӗ, ҫӑмӑл мар, — тесе шухӑшларӗ Огнянов. — Хупах хуҫине хам пирки каласа пӗлтермелле пулать, ҫав питех шанчӑклӑ мар ҫынна хам шӑпана шанса памалла пулать». Студент чавси ҫине ҫӗкленчӗ те, хӗр мӗн калассипе интересленсе, ун еннелле пуҫне пӑрчӗ. — Ӑнланатӑн-и: пӗр барыня явӑҫнӑ ун ҫумне… Вӑрман шавланӑ. Хайхи хӗр мана ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑрать. Утма тем пек йывӑр пулсан та, ҫак ырса ҫитнӗ ушкӑн хӗл каҫмалли вырӑна ҫитрӗ-ҫитрех. Анчах йӗрӗнтермӗш Стефчов йӗксӗкленнине пула, Огнянов шкулта экзамен ирттерсе ырӑ кӑмӑлне кӑтартни элекҫӗсен ҫӑварне часах хуптарчӗ, халь тесен Огнянова кашни ҫуртра тенӗ пек хисеплӗҫҫӗ, ӑна сума сӑваҫҫӗ. Юри ӗҫпеле аппаланаҫҫӗ, — хайсенчен хӑйсем пытанасшӑн вӗсем, хӑйсене хӑйсем курасшӑн мар… Ватӑрах кӑна сестра алӑка уҫса тухрӗ те ҫӗлӗкне аллипе йӑваласа тӑракан темӗнле ҫамрӑк каччӑпа темскер калаҫма тытӑнчӗ. Тата кӑшт ҫӳлерех, таҫта ту тӑррисем патӗнче, метеорологи станцин ҫуртне курса илме пулать, унта Зарубин метеоролог пӗр-пӗччен пурӑнать. Калас пулать тата, Европӑри ҫӗршывсен Африкӑри чылай представителӗсем намӑсла йӑвашлӑх кӑтартаҫҫӗ. — Хӑҫанччен тӑсма пултаратӑр? — ыйтнӑ Фома. Лозневой Черньӑна пахчаран сӗтӗрсе кӑларма тытӑнчӗ. Вара мана каласа кӑтартать: — Акӑ, итлесе пӑх-ха: пирӗн вулӑсра пӗр килсӗр-ҫуртсӑр пӗччен ҫын пурӑнатчӗ, Тушка ятлӑччӗ хӑй, пит имшеркке, ниме тӑман мужикчӗ; пурӑнассине — ӑҫталла ҫил вӗрет, апла майпа пурӑнатчӗ, ни ӗҫлекен темелле мар, ни ӗҫсӗр ҫапкаланакан мар! Павел, лаша мӑйӗ ҫумне лӑпчӑнса выртса, хӑлхинче ҫил шӑхӑрнине ҫеҫ итлесе пырать. Секретарь ҫырса хучӗ: «Радуб сержант — ӑна каҫарасшӑн». Унтан:— Пӗр саса асаплантарса вӗлерессишӗн, тепри — каҫарассишӗн. Сасӑсем уйрӑлчӗҫ, — терӗ. Анчах Уэлдон миссиса пӑхӑнтарассишӗн вӑл ним умӗнче те чарӑнса тӑманни пӑхсах паллӑччӗ ӗнтӗ. Хуҫа епле сана тертлентерет? Шурӑҫӑм… — ыйтрӗ Воропаев хуллен пӗр сассӑр тенӗ пек. — Сире ку ҫул ҫӳрев, ватӑ тусӑм, ҫав тери сиенленӗ, — терӗ вӑл. Джемс Кук хӑйӗн ҫӳревӗсен вӑхӑтӗнче Ҫӗнӗ Голландин ҫӗрӗ ҫинче виҫӗ хутчен, чи малтан 1770 ҫулхи мартӑн 31-мӗш кунӗнче пулнӑ. Ҫӗрӗн, Уйӑхӑн тата Хӗвелӗн варрисем пӗр тӳрӗ йӗр тӗлне килсен тата ҫак вӑхӑтра Уйӑх Хӗвелтен пысӑкрах курӑнать пулсан, Хӗвел пӗтӗмӗшпех тӗттӗмленет. Вӗсем, ун ятне парне кӳрсе, ик-виҫӗ каҫ ыйхӑсӑр ирттереҫҫӗ; ытах та намӑслӑх туйӑмӗ хӑйсене ҫӗнтерсе илсен, вӗсем пурпӗрех хавшаса ӳкмеҫҫӗ, ун айӗнче те ҫав-ҫавах вӑйлӑн, тӗреклӗн пурӑнаҫҫӗ… Е пӗр-пӗр сивӗ, ҫил-тӑвӑллӑ каҫ, ҫӑлтӑр та, уйӑх та курӑнман каҫ вӑл пӑр хушшине пулса ванса, саланса пӗтрӗ-ши? Мачтӑсем, рейсем, стеньгисем палуба ҫинче япаласене ватса, ҫӗмӗрсе, ҫынсене вӗлерсе ишӗле-ишӗле анчӗҫ пулӗ? — Ҫук, — терӗ Георгий. — Епле апла сӑмсу айӗнчен арестанта тартрӑн, тӑмана? Йытӑ-ӑ-ӑ! Вӗсем мӗнпурӗ вуннӑ. Кирлӗ те мар! Халӗ те вӑл йӑл кулса:— Ӑна пӗлни сире мӗне кирлӗ? — терӗ. Ҫавӑнпа акнӑ та эпӗ. Анчах халӗ, Александр Анисимович, ырӑ ҫыннӑм, ӗненӗр — хӑратӑп! Ҫумӑрсӑр, тӗтресӗр ҫанталӑкра Воропаевӑн кроватне тула, килхушшине, ҫурт умне кустарса кӑлараҫҫӗ. Унӑн ҫамки ҫинче ҫӗнӗрен виҫӗ йӗр палӑракан пулчӗ, вӗсем вара унтан тек нихӑҫан та сирӗлмерӗҫ. Мильӗн! Ҫав ҫырусемпе телеграммӑсем — пурте ӑшӑ кӑмӑлпа ҫырнӑскерсем. Вӑл чӑнах та куҫ хупман. — Кансӗрлӗр мар ӑна, каяр кунтан, — сӗнчӗ Софья. — Пӗр пире ҫеҫ те мар… — тесе калаҫма тытӑннӑччӗ ҫамрӑкки. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ Севернӑйра чухнех-ха 5-мӗш бастиона пӗрле кайма шут туса хунӑччӗ; анчах та, Николаевски батарейӑран тухнӑ чух вӗсем, кӑлӑхах инкек курас мар тесе, уйрӑммӑн кайма шут тытрӗҫ пулас. Ӗҫӗ питӗ нумай, эсӗ тӑвас тенӗ пек тума ҫук-ҫке-ха: ҫӑрттан пулӑ хушнипе, пӗрре-иккӗ тесе шутланӑ хушӑра — колхоз туса хума, кулакне те пӗтерме, фондне те тума ҫук-ҫке… Чи малтан нӳхреп ҫинчен салтак тухрӗ. — Мӑйӑхӗ вӗҫҫӗн йӑл кулса, хулӑн сассипе каласа хучӗ Кондратько, анчах Давыдов куҫ харшисене пӗрӗнтерме пуҫланине курчӗ те ӑна ыталаса илчӗ, кӑштах урай ҫумӗнчен уйӑрса, тытса ҫӗклерӗ. — Пӗлетӗн-и, Марийка, — терӗ вӑл, тем систернӗн. — Коранра пӗр пит лайӑх каланӑ сӑмах пур: «Санпа мӗн пулассине пурне те Пурнӑҫ Кӗнеки ҫине ҫырса хунӑ, ӗмӗрлӗх ҫилӗ унӑн страницисене чуххӑмах уҫа-уҫа пырать», тенӗ. Шыв ҫине татах шлюпка антарчӗҫ, вара Грантпа унӑн икӗ ачи, Гленарванпа арӑмӗ, майор, Джон Мангльс тата Паганель утрав ҫине ҫитсе чарӑнчӗҫ. — Кунта вӗсем пулсан, пирӗншӗн нумай хӑрушӑрах пулассине пӗлсе тӑрсах ҫапла калатӑн-и, эсӗ? Атте ман хӑлхана ярсанах, эпӗ ун аллине ярса тытрӑм та ӑна йӗре-йӗре чуптума пикентӗм. — Хутшӑнмастӑн-и? Кӑштах сӑмах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн эпӗ ытла йӑваш пек пулса, унпа калаҫрӑм: — Эсир мана палламастӑр пулин те, эпӗ сире кӳрентеркелерӗм пулать, княжна.. Эсир мана чӑрсӑр тесе шутланӑ теҫҫӗ. Пӗр пайӗнчисем куҫкӗские тӗллерӗҫ те теприсем мишене етресемпе печӗҫ пулсассӑн, виҫҫӗмӗшсем ҫав вӑхӑтра винтовкисене Ливчак приборӗпелен тӗл ҫине лартма вӗренчӗҫ. Унӑн улпучӗ сигарне тивертсе ячӗ, пӗр-ик хутчен анаслакаласа илчӗ те хапхан тепӗр енне сак ҫине пырса ларчӗ. Сан шутупа, мӗн тумалла-ха вӗсемпе? — Ларина гражданка, кун пирки эсир мӗн калама пултаратӑр? Ун чухнех Птолемей вӗрентӗвӗ тӗрӗс мар пулни палӑрнӑ, анчах пуп таврашӗсем ӑна пурпӗрех хӳтӗленӗ, кам ҫав вӗрентӗве ӗненмен, ӑна хыттӑн хӗсӗрленӗ. Ӑна пӑшалпа пенӗ. Вӑл ытла тулли кӗлеткеллӗ, унашкал кӗлетке корсетсемпе ҫӳрекен питӗ тачка та лутра пӳллӗ ватӑ хӗрсен кӑна пулать. Халӗ, тен, эпӗ мӗншӗн Ипполит Сидорыча качча тухнине ӑнланатӑр пуль эсир: унпа эпӗ ирӗклӗ, пӗтӗмпех ирӗклӗ, сывлӑш пек, ҫил пек… Ҫакӑ пулчӗ те ӗнтӗ Марьино, Ҫӗнӗ-Слободка, е, хресченсем хунӑ ятпа каласан, Бобылий-Хутор. — Ну, тавтапуҫ, анне! — терӗ Павел. — Аван япалах мар ку, — шухӑша кайса каланӑ Фома. Ах, ҫакӑн пек уҫӑ ҫӗрте, никам йӗрлесе ҫӳремест, никам пурӑнман утравра, этем кил-ҫурчӗсенчен ӑҫта инҫетре, никам пырса тивмен вӑрманта хӑналанса ларасси — шутсӑр та пысӑк телей! Вӗсем цивилизациллӗ пурнӑҫ патне нихҫан та таврӑнас ҫук. Кентербери провинцийӗн ҫурҫӗр пайӗнче тӑсӑлакан сӑртсем урлӑ ӑҫтан каҫмаллине тупас тесе, вӗсем иккӗшӗ те Кристчерчран 1863 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче тухнӑ. — Эсӗ мӗн кутӑнланатӑн тата? Кунта, кӗтесре, пӗччен тӑма питех те кӑмӑла каймасть. Унӑн сӑнӗ ачаш мар, вӑл ыттисенчен начартарах тумланнӑ. Юлашкинчен вӑл хӑйӗн ҫавтери ытарайми уҫӑ куллипе кулса ячӗ, ӑна кура эпӗ те темӗншӗн, мӗншӗнне пӗлмесӗрех, кулма тытӑнтӑм. Анчах эпӗ ӑна вӗлерсен те, мӗн усси пур? Вара хӗрарӑм шӑппӑн кулса янӑ. Хам пӑтранса кайнине, хама мӗн кирли ҫинчен шухӑшламаннине туйса илетӗп. Анчах хама мӗн кирли ҫинчен шухӑшламаннине курас мар тесех табак туртатӑп. — Эхер,ӗҫсем большевиксене пулӑшмалла пулса тӑчӗҫ пулсан, эпӗ хирӗҫ мар. Садра тӗттӗмленсех, сывлӑш кӑвакарсах пычӗ; мунча патӗнче салтак анасласа, ӳлесе илчӗ, вӑл ӗнтӗ пачах курӑнми пулчӗ, штыкӗ кӑна шыври пулӑ пек йӑлтӑртатса тӑрать. — Ҫылӑха кӗни те сахал мар пуль… Воропаев ҫырӑва лӳчӗркесе борт урлӑ пӑрахрӗ. Кимме антарнӑ, Айртон ун ҫине ларчӗ. Ҫак ӗҫсем ҫинчен эпӗ Жухрайпа калаҫса пӑхрӑм. — Шутсӑрах хӑратӑп эпӗ сан пиччӳнтен. Ҫак каҫран тытӑнса Ромашов чун-чӗринче темӗскер тарӑннӑн хуҫӑлчӗ. Анчах Андрей темшӗн авланма васкаман. — Ну, мӗнех вара, Уэлдон миссис, сирӗн тата юлташӑрсен Перупа Бразилирен, Аргентинӑран уйрӑмрах тӗлӗнмелле ҫӗр-шывпа паллашмалла пулать. Вӑл килте ларнӑ вӑхӑтра Анна Васильевна Еленӑна тӗл пулаймарӗ, хӑйне чӗререн тӑрӑшса пӑхакан, анчах хӑй ӑшӗнче: «Diesen Insaroff vorziehen — und wem!» тесе шухӑшлакан Зойӑпах ҫырлахрӗ. Анчах Николай Артемьевич тухса кайсанах (вӑл тӑтӑшах килтен туха-туха каякан пулчӗ: Августина Христиановна чӑн та таврӑннӑ-мӗн), Елена амӑшӗ патне кӗрет те — Анна Васильевна вара хӗрӗ ҫине чылайччен куҫҫуль витӗр шӑппӑн пӑхать. Ҫак пӗчӗк йывӑҫа касмалла та вӗҫне икӗ юп хӑварса вӑрӑм туя тумалла; вара ҫак туяна малалла сулса пусатӑн, юппинчен янахпа ҫакланса, пӗтӗм кӗлеткепе туя ҫине уртӑнатӑн, унтан, халь ҫеҫ ҫак хыр ҫинче выртнӑ пек, туя ҫине уртӑнса урасене малалла илсе пусмалла. Бернуили сӑмсахӗ пит аякра-ши ҫак тӗлтен? Такам: «Яра пар! — терӗ. Ямшӑк хускалса илчӗ. Ун патӗнче картинӑсене юратакан икӗ паллӑ аристократ кӑна юлчӗҫ, вӗсем ҫак портрета туянасшӑнах пулчӗҫ. Ученӑйсем шутласа тупнӑ тӑрӑх, пӗтӗм метеоричӗ 1.000 тоннӑна яхӑн туртнӑ. — Пӑх-ха, епле шельма, — шухӑшларӗ амӑшӗ йӑл кулса, ҫав хушӑрах ассӑн сывласа илсе. Вилнӗ арӑмӗ ӑна пур енӗпе те пулӑшса тӑнӑ, анчах кунпа вӑл телейлӗ пулнӑ-ши? Кашниех харпӑр-хӑй туррине кӗлтӑвать, пире мӗн ӗҫ? Эх, эс те ҫав! Час-часах ҫапла пулать: эсир пӗр-пӗр ҫемьене сӑпайлӑхӑн ултавлӑ чаршавӗ витӗр темиҫе ҫул хушши курсан та, ҫав ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине чӑннипе епле пӑхни сирӗншӗн ҫав-ҫавах вӑрттӑнлӑх пулса юлать (эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ку чаршав хӑй витӗр мӗн тери сахалтарах кӑтартать тата ҫавӑнпа мӗн тери ытларах илемлӗ, сиртен пытарӑннӑ чӑн-чӑн ҫыхӑнусем ҫавӑн чухлӗ япӑхрах пулаҫҫӗ)! Артур тӗрлӗ ӳсентӑрансем лартса тултарнӑ ещӗк илсе килчӗ те Монтанеллипе Итали чӗлхипе ботаника ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Анчах пирӗнтен пӗри ӑна хӑйӗн пӗртен-пӗр кӗпине сапласа пама ыйтсассӑн, вӑл йӗрӗннӗ пек тулхӑрса илчӗ те ҫапла ҫеҫ каларӗ: — Акӑ тата! Саплӑп эп… кӗтсех тӑр! — терӗ. Кӑшт аякрах, фургонсемпе экипажсем ҫинче, хитре кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем вырӑнаҫса ларнӑ. Халӗ хам ҫинчен. Йӗрке тӑрӑх, икӗ ҫул чавмалла, анчах пире ун чухлӗ юрамасть. Эпӗ ҫав илемлӗ лашана курсан, шутсӑрах хавасланӑттӑм, тата ун ҫине ларса ҫӳресе пӑхсан, пит те аван пулӗччӗ! Завхоз мӗн каланине Квейс ӑнланаймарӗ: — Эсӗ мӗскер каларӑн? Пӗр минут кӑна каярах ҫавтери хаваслантарнӑ служба халӗ маншӑн пысӑк хурлӑх пек пулса тӑчӗ. «Эсир ӗнтӗ, Иван Никифорович, хӑвӑр пӑшалӑрпа, пӗр-пӗр тӑр ухмах тӗрӗллӗ хутаҫпа вӗҫкӗнленнӗ пек, хӑтланатӑр», терӗ Иван Иванович кӳренсе, мӗншӗн тесен вӑл чӑнласах ҫиленме пуҫларӗ. Асту! Юлашки сехетӗмӗр ҫитрӗ. Вӑл тӗрлӗрен патентланӑ эмелсене тата ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ эмеллемелли майсене шутсӑр юратакан ҫынсен шутне кӗчӗ. Пирӗн юханшывӑн тӗпӗ тӗрлӗ тӗслӗ, раксем те тӗрлӗ тӗслисем — хурисем, симӗссисем, саррисем — ҫакланаҫҫӗ. — Нумайранпа. Кордон ҫине пӑхса илсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ. Калаҫкаласа вӑрман ӑшне кӗрсе кайрӗҫ. Мӗнле вара апла, мӗн тума койка! Тӗрӗссипе каласан, тӗлӗнмелле туй пулчӗ. Икҫӗр-виҫҫӗр ҫул каялла турра ӗненмен астрономсем кашни планета ҫинчех тӑнлӑ-пуҫлӑ чӗрчунсем — ҫынсем пурӑнаҫҫӗ тенӗ. — Базаров пирки эсӗ, тархасшӑн, ан кансӗрлен. — Йӗрке! Пӗр вунӑ-вуникӗ миля кайсан, кам та пулин тӗл пулатех. Кам та пулин ҫав вӑхӑтра ун ҫине пӑхса илме тавҫӑрнӑ пулсан, сӑнавҫӑн туйӑмсӑр пичӗ ҫинче пӗр мускул та сиксе илменнине курса, шалтах тӗлӗннӗ пулӗччӗ. — Ҫапла хӑтланни ыттисене мӗнле шухӑшлаттарни ҫинчен, политика енӗпе вӑл мӗнле курӑнса тӑни ҫинчен шухӑшласа пӑхнӑ-и эсӗ? Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ним илемсӗр ҫапкаласа тунӑ скамье ҫинче, ыттисем тӳрех курӑк ҫинче лараҫҫӗ. Штаб пӳрчӗн крыльци тӗлне ҫитсен вӑл повозка ҫинчен йӑлт сиксе анчӗ те, тилхепине пуҫтаркаласа, тӳрех кӑшкӑрса ячӗ: — Йышӑнӑр, тусӑмсем, ку ман тӳпе! Анчах ӗмӗрсем шӑва-шӑва иртнӗ, мӗн куратпӑр-ха ӗнтӗ эпир. Вӑл ман пата пырса арчине юр ҫине лартрӗ. Вӑл Хохловпа Кузьмина ҫупӑрласа ыталарӗ те сыв пуллашрӗ. Ун ҫинчен эпӗ сире нимӗн те каласа парас ҫук, мӗншӗн тесен ҫакӑ шӑпах ҫар вӑрттӑнлӑхӗ. Чирлӗ ҫыннӑн пӗр майлӑ ӳсӗркелесе пӑшӑлтатнӑ вӑйсӑр сасси ҫак яка стеналлӑ пӳлӗме тӗксӗмлетсех ячӗ, чӳречерен курӑнакан ҫӑка тӑррисем, аялах анса ларнӑ ҫумӑр пӗлӗчӗсем евӗрлӗ пулса, хӑйсен салхуллӑ хура тӗсӗпе тӗлӗнтерчӗҫ. Ун хыҫҫӑн… тӳсме ҫук хӑрушӑ пурӑнӑҫ пулни. Кампанин склачӗсем умӗнчи пысӑк площадь; пиншер выҫӑ рабочисем; — Пиртен апла каласа кулма епле хӑятӑр эсир? — сасартӑк калаҫма тытӑнтӑм эпӗ, ун патне питӗ ҫывӑха пырса тата алӑсене сулкаласа, — хӑвӑр ӑнланман туслӑхран кулма епле хӑятӑр эсир? Вӗсем ҫав тери пысӑк, темиҫе сехет е кунӗпе тытӑнса тӑраҫҫӗ. — У-у, питӗ хастар, — терӗ мӑнкӑмӑллӑн Степка, амӑшне урӑхла хак парасран хӑраса. Сывӑ пул! Пурнӑҫа пӑхӑнма тӳр килнӗ. Эпӗ стена ҫумне лӑпчӑнтӑм та сывламасӑр тӑратӑп, хам чӗтретӗп: «Мана тытсан мӗн калӗҫ ӗнтӗ», — тесе хӑратӑп. Тытсан, хамӑн мӗн каламаллине шутлас пулать. Вӑл лини урлӑ каҫса ытлашши инҫе кӗрсе кайсан вара, французсен часовойӗ, ку салтак французла пӗлме пултарасса асра та тытманскер, ӑна ятлаҫса илнӗ. Вуланӑ хушӑрах тата кӑвакала нимӗҫле капла та, французла ҫапла калаҫҫӗ тесе каласа кӑтартатчӗ. Эпир, нимӗн тивӗҫсӗр пурӑнатпӑр… — Ҫук, — хирӗҫлерӗ Бенедикт пичче, — шӑна ку… тата питӗ тӗлӗнмелле шӑна. Анчах вӑл хӑйӗн упӑшкине юратмасть пулсан, унӑн мӗн тумалла вара? Аттене вӑл нумайччен намӑслантарчӗ, ӳкӗтлерӗ, атте нимӗн те шарламасть, унтан калать: «Леш тӗнчере утсем ҫук, тетӗн апла? — Ха! Манӑн шӑп та шай халӗ шӳт тумалла та. Хаяр сивӗ ҫӗре шӑнтса, чул пек хытарса лартрӗ. Ан шӳт тӑвӑр манпа. Эпӗ пӗчӗк ача мар вӗт ӗнтӗ. — Юрать! — терӗ офицер, пукан хыҫӗ ҫине таянса. Тавтапуҫ сире, Бенедикт пиччем. Эп сире суккӑр тума пултарнине хӑвӑр аса илтертӗр, хуть ҫакӑн пек майпа хӑвӑра йӗркеллӗ тытма вӗрентес сире! Карап тӳремлӗх ҫийӗн вӗҫет. Кам хама ытларах хисеплӗ, юратма пӗлӗ, ҫавна тытӑп та парӑп, пӗр-пӗр шӑпӑрлана мар. Паян, акӑ, каллех Дубавӑпа ҫапӑҫатпӑр. Вӗсем кунта хӑйсен карчӗсене ҫеҫ мар, хӳшӗре пӗтӗм ырлӑхне те пӑрахса хӑварчӗҫ. Чӑн та ӗнтӗ, темскер пит пысӑк ӗҫ пирки вӗсен сасартӑк тухса каймалла пулса тӑчӗ, анчах ҫавӑн пекех сасартӑк вӗсем каялла таврӑнма та пултарӗҫ. — Унӑн ҫитӗннӗ хӗрӗ пур, пур каччӑсем ҫине те вӑл пӗр шухӑшпа ҫеҫ пӑхать: хӗрне ҫураҫма юрӑхлӑ каччӑ-и, юрӑхсӑр-и, тесе пӑхать. Стан патне ҫывхарма та ӗлкӗреймерӗн, «Мӗншӗн ӗҫлеместӗр? !» — тесе, пӗтӗм ҫеҫен хире янрамалла кӑшкӑрса ятӑн. Виҫҫӗмӗш кунӗнче манӑн куҫ умӗнче ҫакӑн пек картина пулса иртет: ҫамрӑк кӗсре манӑн эпӗ Чечек тесе ят панӑ хушка ҫамкаллӑ турӑ производительпе — сулахай ури унӑн сакӑл тата — выляма хӑтланать. Анчах Алексей аллине ҫак ҫемҫе тӗме ӑшне чикрӗ те ун алли ҫумне темӗн чухлӗ кӑткӑ сырӑнса тухрӗ. Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе мӗн те пулин пулман-ши? тесе хӑрама тытӑнтӑм. Кунсеренех вӑл мана тем тӗрлӗ ыйтусем пара-пара, калаҫас тенӗ темӑран пӑрса ярса, плана пӑсса пыратчӗ. Манӑн иккӗмӗш вӗренекенпе — Юреневӑпа Дубава хушшинче час-часах ӑнланмалла мар ӗҫсем пулса иртетчӗҫ. Анчах, ҫакна пӑхмасӑрах, — питӗ аван ӗҫ. — Тӗрес мар ӗҫ! Ӗмӗтсӗрсен ӗмӗчӗ татӑлать Акӑ ӗнтӗ ҫывӑрса тӑма та вӑхӑт. Унӑн — ыратмасть, вӑл мӑнтӑр. — Мӗнле-ха апла: мӑнтӑр пулсан — хӗнемелле-и вара? — Эпир вӑрманта тӗл пулнӑ хӗрача, Аннушка, унӑн тӑванӗ-и вара? — Мӗнле апла, Зеб? — Ҫапла ҫав! Сахалтан та пӗр вӑрман чухлӗ пулать. Вӑрман чухлӗ тетӗн? Федя! — Эпӗ кунта чӑн-чӑн ҫапӑҫу пулать тесе шутлатӑп, — терӗ Озеров. Иван Яковлевич, вырӑссен пур пултаруллӑ мастеровойӗсем пекех, ялан ӗҫме юратакан ҫын пулнӑ. Кашни кунах ҫын сухалӗсене хырнӑ пулсан та, хӑй яланах хырӑнмасӑр ҫӳренӗ. Ун хыҫҫӑн вӑл правительство офицерсене иртӗнтерни, вӗсен дисциплинине сӑнаса тӑманни, обществӑри ахаль ҫынсене ҫителӗклӗ хисеплеменни, — (das bürrgerliche Element in der Soсietat) ҫаксемшӗн правительство айӑпли ҫинчен хытӑ ҫеҫ те мар, либераллӑрах та темиҫе сӑмах каласа хучӗ. Ҫакна пула вара, вӑхӑт иртнӗ май, ҫынсем кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, ун пек чухне революци те инҫех мар, ун пеккин инкеклӗ тӗслӗхӗ акӑ (кунта вӑл хӗрхеннӗ пек, ассӑн сывласа илчӗ) — инкеклӗ тӗслӗхӗ акӑ Франци пулса тӑрать! Ҫын кунта килес ҫук. — Материкӑн вӑл пайӗ пушӑ. Унтан Мельбурна, е Аделаидӑна ниҫтан та кайма ҫук. Сан виллӳне те пулин илсе ҫитеретӗп Украинӑна!» Анчах нимӗнле вӑй та мана: «Ырӑ кун пултӑр, атте!» — тесе калаттараймастчӗ. Ултӑ сехетре каҫпа мистер Ольбинет питех те тутлӑ апат пачӗ. Хӗрсе кайсан эпӗ питӗ пуҫтах! Хуллентерех туса пыни кирлӗ! — терӗ. Анна Васильевна хӑй вара хӗрсене ҫул ҫине мӗнле тумтирсем тӑхӑнтарасси пирки хӗвӗшсе ҫӳрерӗ. Ҫав ирхи шӑв-шавра кӑлӑклани, нӑриклетни, кранклатни, вӗрни, ҫухӑрни тата ҫак тӗрлӗ-мерлӗ сасӑсене тӑрӑхласа мӑкӑртатни — пурте илтӗнет. Кӑнтӑрла ывӑнса ҫӳренӗ ҫӗлен-калтасемпе тискер кайӑксем канаҫҫӗ; ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнакан пампассен анлӑшӗпех тупӑкри пек шӑплӑх пулса тӑчӗ. — Питех те тӗрӗс, — ҫирӗплетрӗ майор. Катара, чи хӗрринчи чум патӗнче, Иван Иваныч тухтӑр тӑрать. Ӑна ненецсем сырса илнӗ. — Капла тӗрӗс мар пулать, — полякларах акцентпа хирӗҫлерӗ граф, вӑл капӑр тумлӑ та питӗ чипер, ӑслӑ ҫырӑ куҫлӑ, ҫӳхе шурӑ сӑмсаллӑ, пӗчӗк туталлӑ, ҫинҫе мӑйӑхлӑ. — Вӗсем пирӗнпе фантла выляман. Кӑшт ҫывӑрса кайсанах, кайран пит ӳкӗнмелле пулать. «Юрӗ, чунӑм, халь тесен халех те пуҫлама пултаратпӑр», — тенӗ Алексей. — Тен, сана ик-виҫ машин памалла, калӑпӑр, пӗрремӗш бригадӑран илсе? — чееленсе ыйтрӗ Давыдов. Вилсен иксӗмӗр те пӗр пекех шуралӑпӑр». Кун, хайхи, тӑп-туллиех тулса ларнӑ — ку ҫӗнтерӳ! Чиркӳ вӗрентнӗ тӑрӑх та, наука вӗрентнӗ тӑрӑх та тӗнче пӗтмелле-ҫке. — Эп ӑна вилет тесе шыв кукӑрне пӑрахрӑм, путса вилесрен ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, вӑл ав, мурне, вилеймен пулнӑ иккен, — мӑкӑртатрӗ Огнянов. Вӑл Серёжа Брузжак — большевик, вуннӑмӗш хут ӗнтӗ вӑл хӑйӗн кӗсъинчен — Серёжа комсомолец тата комитет секретарӗ тесе КП(б)У комитечӗн бланки ҫине ҫырнӑ ансӑр хут татӑкне турта-турта кӑларать. — Ҫапла! Ҫемҫе вагонта… — Тарӑху? мӗншӗн тарӑхас? — Янкӑслӑх чипер, — хирӗҫлерӗ хӗр, — эпӗ пур чипер япалана юрататӑп. Ромашов вара, иккӗленсе, ӑнланаймасӑр, ҫапларах пӗтӗмлетӳ патне пырса тухрӗ: ку категорири ҫынсем, тимсӗрлӗхе, сивӗ те вилӗ формалистикӑна, хӑнӑхнӑ намӑссӑрлӑхпа сӳрӗклӗхе путса, ыттисенчен часрах чунсӑрланаҫҫӗ тата этем сӑн-сӑпатне ҫухатаҫҫӗ. Кам хӑваласа ятӑр ӗнтӗ вӗсене кунтан? Ман куҫа вӑл мӑнаҫлӑ пек курӑнасси кӗлетки сарлакинчен тата, Аслӑ Екатеринӑн портречӗпе кӑштах пӗр пекрех пулса, мана хытӑ тӗлӗнтернинчен килчӗ пулӗ; анчах вӑл ман ҫине тинкерӳллӗн пӑхса: «Хамӑр туссен тусӗсем — пирӗн туссем», тесен, эпӗ йӑлтах хӑраса ӳкрӗм. — Пырса итле-ха, — терӗм эпӗ, нимӗн те пулман пек. — Ҫӗмрен кантрине туртса эсӗ ӑна тивертме тӑрӑш, эпир хамӑр тытнӑ кайӑксенчен пӗрне ун патне ывӑтса ӑна хӑратам. Мелодрамӑн юлашки пайӗнчи евӗр, ишӗлсе арканаҫҫӗ кивӗ башньӑсемпе ҫӗр хӑвӑлӗсем, вӗсен хыҫӗнчен ӗнтӗ куҫа шартаракан ҫиҫӗм ялтӑравӗ курӑнать. Малтан Синопа амӑшӗн кӑкӑр сӗчӗпе кӑна тӑранса пурӑннӑ. Василий Ивановичӑн бронза тӗслӗ питҫӑмартийӗсем пӑтравлӑн хӗрелсе кайрӗҫ. Либерал шутӗнче шутланнӑ пулин те, Матвей Ильич ҫапах та сановник пулнӑ. Пӗри вӗсенчен ун умӗнче ларнӑ. «Британине» тӑвӑл сакӑр кун хушши, турпаса вылятнӑ пек, вылянтарса ҫӳренӗ. Дик Сэнд хӑйӗншӗн ҫӑлӑнӑҫ ҫуккине ӑнланчӗ. Хӑй пурнӑҫне шеллемесӗр вӑл юлташӗсен пурнӑҫне ҫӑлма пултарӗ-ши? Ах, ӑна куҫпа курасчӗ сирӗн! Хӑнасем сукмакпа шап-шурӑ пӳрт патне хӑпарчӗҫ; ҫав ҫурта «Пионер» совхозӑн правленийӗ вырнаҫнӑ, халлӗхе Опанас Иванович хӑй те унтах хӗсӗнкелесе пурӑнать. Анчах та ку вӑл тӗлӗкри пек кӑна пулчӗ, ӑна сестра мар, кам та пулин урӑххи каларӗ-и, тен? Атту, хурт-кӑпшанкӑсене йывӑҫ ҫинчен силлесе тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫинчен шӑлса ывӑтӑпӑр сире! — Лар, Женя, лар! — хӑйне хаяртарах ҫын пек кӑтартма тӑрӑшса кӑшкӑрчӗ Тимур. Эпӗ хӑҫан каяссине каларӑм. Куратӑп, ку ахаль словарь кӑна, ҫавӑнпа ун ҫине алла хурсах ӗнентертӗм. Вӑл хӑй ҫӗнӗрен пӗлнӗ япалапа усӑ курма васканӑ. Ачан чӗри сехӗрленӳллӗн ҫӳҫенсе кайнӑ, вӑл вара тимлесе итлеме пуҫланӑ. Вӑл вӗсене тытса тӑрать пулсан, капиталистсен класне пӗтернӗ пулсан, — рабочи класа эксплуатацилеме нимӗнле май та ҫук. Луиза хӑйӗн шӑлнӗне аппӑшӗ мӗнле юратма пултарнӑ таран пит юратса пурӑннӑ. Эпӗ пӑртак мӑнкӑмӑллансарах шухӑшлаттӑм: — Эсӗ Королева Маргона пӗлнӗ пулсассӑн! — Ҫапах та ҫитет-с ҫак ниме тӑманскерпе-с, — терӗ вӑл типпӗн. Наумов ун патнелле ыткӑнчӗ те, унӑн аллисене тытса силлеме тытӑнчӗ. — Тӑванӑм, мӗнле-ха капла?.. Эпир — выльӑх хатӗрлекенсем, шахтӑра ӗҫлетпӗр, шахтерсем валли апатлӑх аш-пӑш хатӗрлетпӗр, тес пулать. — Мӗн вара? — ҫаврӑнса пӑхрӗ Дегтярев. — Ӑна кӑтартса парайман-ха. Сан пекех пысӑк ӗмӗтленекен ҫынччӗ санӑн кукаҫу та, моряк пулнӑ вӑл, шывсем тӑрӑх ишсе ҫӳретчӗ. — Эхер те эпӗ сирӗн киревсӗр хӑтланӑвӑра пула ӳслӗк чирне вилместӗп пулсан, шансах тӑрӑр, эпӗ хаяррӑн тӳлӗп сире. Пирӗннинчен кӑшт йӑвашрах ҫеҫ. Эпӗ, питӗ ывӑннӑскер, сисмесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. — Пушӑ мар-им апла? Эпӗ шутлани тӗрӗс пулсан, Динго хӑйӗн хуҫинчен телейлӗрех, вӑл каялла Конго вӑррине таврӑннӑ — шӑп ҫак самантра ӑна «Вальдек» капитанӗ тупнӑ. Николай ун патне пырса:— Вӗрентетӗн пулсан, эпӗ сана уншӑн ҫӗҫӗ парнелӗп… — терӗ. Хальхи пекех ыйтнӑччӗ унран пӗрремӗш священник, Азария ашшӗ, хӑлтӑркка старик: — Акӑ сан аҫу выртать, ун виллине йытӑсем ҫуркаласа тӑкма пултараҫҫӗ… Тӳпере кӗрленӗ сасӑ инҫетелле кайса илтӗнми пулчӗ. Эпӗ кӑштах чуллӑ сӑртсем хушшинче ҫӳрерӗм. Ӳпкелешет!.. йӑлӑхсах ҫитрӗм! Хирӗҫ тавӑрма тупа туни Кольхаун хӑй чирленӗ вӑхӑта пӗтӗмпех хӑйӗн чаплӑ пӳлӗмӗнче ирттернӗ. Чуста ларӗ ҫинче выртса, чӳрече витӗр ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхкаласа, пекарь тӗлӗнсе мӑкӑртатрӗ: — Вӑл мана — вӗрентет. — Пирӗн калаҫу пӗртте шӳтлӗ мар, эсӗ пуҫланӑ ӗҫ те кулӑшла мар. — Елена Николаевна, хамӑр ҫынсем хутшӑннӑ пулсан, вӑл ниме тӑман япала мар. Пулсан пулнӑ пуль пӗр вунӑ пӳрт, вӗсем те пулин унта та кунта ҫеҫ, хир варринче сапаланса ларнӑ. Хальхи пек тӑм шӑлнӑ, килхушшинче ларакан пӳртсем пӗрре те пулман. Паллах, эпӗ тем тӗлӗнмелли пуласса кӗтменччӗ, анчах Зинаидӑн лӑпкӑлӑхӗ мана сивӗ шывпа сапнӑнах туйӑнчӗ: эпӗ хам ун умӗнче ача ҫеҫ иккенне ӑнланса илтӗм те мана питӗ йывӑр пулса кайрӗ! Унтан вара, вӑл ученӑй-полярник мар, «Св. Мария» экспедицийӗн историне ҫырса кӗнеке кӑларнипе ҫеҫ ҫӗкленме хӗрӗннӗскер вӑл, ултавлӑ майпа ҫеҫ ученӑя тухнӑскер. Пытармасӑрах калатӑп: ун пек ӗҫе хутшӑнма хӑрушӑ. Анчах пурнӑҫ ҫулне те картласа хунӑ. Шӑпах ҫак самантра Джим мӑшлатса сывлама тытӑнчӗ, часах хӑрлаттарса ҫывӑрса кайрӗ, манӑн вара пур ҫӗрте те пӗр тӑруках кӗҫӗтме пӑрахрӗ. — Унтан сасартӑк, аллисене Фома еннелле тӑсса, ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса янӑ: — Ҫыхас ӑна!.. Кладовӑя пӗр ҫамрӑк хӗрарӑма илсе кӗчӗҫ. Вӑл пуҫне чечеклӗ тутӑрпа хресченле ҫыхса янӑ, хӑранипе куҫӗсем чалӑрса кайнӑ. — Ҫапла тӑвас тетӗр-и эсир? — Фушертан. Анчах сӑртӑн тепӗр енче ӑна ҫӗнӗ инкек кӗтнӗ: урисем ҫине ӑнсӑртран пӑхса илсен, вӑл хӑйӗн сылтӑм урине сӑранпа илемлӗн эрешлесе пӗтернӗ хӗрарӑм пушмакӗ тӑхӑннине курах кайрӗ. Тьху! Тӑна кӗрсен, чӑн малтан вӑл пирӗн ҫинчен шухӑшла пуҫларӗ, пире тата ытларах юратма тытӑнчӗ. Шалый пуҫне усрӗ, вӑрахчен ним чӗнмесӗр, татса илнӗ курӑк тунине ҫавӑркаласа ларчӗ. — Мӗн эсир паян кун пек сиккелесе ҫӳретӗр, Марья Николаевна, — терӗ вӑл шӑппӑн, ҫурма сасӑпа. Хусан тӗлӗнче Перси таварӗсене турттарса килекен пысӑк барка тӗпне шӑтарса чул ҫине пырса ларнӑччӗ; грузчиксен эртелӗ мана ҫав баржӑна пушатма илсе кайрӗ. — Мӗн? — Тархасшӑн ан ҫиллен эсӗ ӑна, ухмаха! Эпӗ сирӗн ҫинчен пурин ҫинчен те каласа патӑм. Ӗлӗкренех поезд ирпе ирех ҫитсе чарӑнатчӗ, халӗ Энска каҫ-кӳлӗм ҫитрӗмӗр, антӑмӑр та, пӗчӗкҫӗ вокзал пире каҫ ӗнтрӗкӗнче самай кӑмӑллӑ та хӑнӑхнӑ пек ӑшшӑн курӑнчӗ. Ҫапла иртсе кайрӗ Ленинградри ҫак йывӑр, анчах та тӗлӗнмелле ырӑ ҫул. — Пысӑкран пысӑк тав сире, тӑванӑм, — терӗ вӑл чӗтӗрекен сасӑпа, куҫӗсем вара унӑн сасартӑках куҫҫуль пӗрчисемпе ҫуталса кайрӗҫ. Оля пит ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗр пулнӑ та, ниепле те парӑнасшӑн пулман. Пурте аптрасарах тӑчӗҫ. Паҫӑрах вуннӑ ҫапнӑ тенине илтсен вара васкасах тумланма пуҫларӑм. Монтанелли мӗн пулнине курмарӗ. Вӑл пусма ҫинчен анса, сехри хӑпнӑ ҫынсене лӑплантарма тӑрӑшрӗ. Ҫӗмӗрӗлнӗ карап ҫинчен хум ҫапса кӑларнӑ япаласем шыв чакса кайнӑ вӑхӑтра рифсем ҫине ларса юлчӗҫ. Хунямӑшпе кинӗ кашни кунах ятлаҫатчӗҫ; вӗсем йӑпӑр-япӑрах вӑрҫма пуҫласа яни мана пит тӗлӗнтеретчӗ. — Ҫук, Том мистер, унашкал чап кирлӗ мар мана! Мастерскойри ҫынсем мана ӑсатас йӗрке туни хуйхӑллӑн та кичемлӗн пулса тухрӗ. Хура ҫӳҫлӗ, тӗттӗм кӑвак куҫлӑ пулни те, вӑл анголосакс иккенни тӳрех курӑнать. Ҫакӑ тата тепӗр чух сӑмахпа ҫавӑрса калама ҫук ытти паллӑсем Горевӑна иккӗмӗш эшелонра ҫапӑҫу вӑраха тӑсӑлма пултарасси ҫинчен калаҫакансем йӑнӑшнине кӑтартса параҫҫӗ. Анчах ку — ҫеҫки кӑна-ха, ҫимӗҫӗ — кайран пулать… Эсӗ вӑт кунта килнӗ, бригадӑна, колхоза пӑрахнӑ, мӗн пур колхоз ӗҫне Разметнова шанса панӑ. Анчах паян эпӗ Нагульнова чӑх-чӗпсене каялла салатса пама хушса хӑвартӑм. Танксем урамсем тӑрӑх тупӑсемпе пулеметсенчен персе, мӗнле нимӗҫ таврашӗ пур — ҫавсене пурне те таптаса тухнӑ, нимӗҫ гарнизонӗсен юлашкийӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле тарса пӗтсен вара, танкистсем тата танксем ҫинче ларса пынӑ мотопехота боеприпас склачӗсене тивертсе янӑ, кӗперсене сывлӑшалла сиктернӗ, станцисенчи стрелкӑсене, рельсӑсене ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, чакса килекен нимӗҫсен поезчӗсене питӗрсе лартнӑ. Алекеей чӗнмерӗ, вӑл халӗ те куҫӗсемпе строкасем тарӑх чупрӗ-ха. — Ленинград фронтӗнче эпӗ кампа тӗл пулнине пӗлетӗн-и эсӗ? — терӗ вӑл. — Мӗнле пӑхатӑр эсир ман ҫине, — тесе вӑраххӑн каларӗ те хӗр мана пӳрнипе юнарӗ. Пассажирсем карапӑн малти пайне вырнаҫнӑ чӳречерен пӑхаҫҫӗ. Ниме те пӗлтермен калаҫӑвне вӑл часах вӗҫлерӗ, питне-куҫне Островнов еннелле ҫавӑрса ҫапла каларӗ: — Подпоручик Лятьевский пӗр-ик эрнелӗхе сан патӑнта юлать, хам эпӗ паян тӗттӗм пулсанах тухса каятӑп. Ку Озерова хӗпӗртеттерчӗ: апла унӑн полкӗ часах хӑйӗн дивизийӗпе пӗрлешме пултарать. Кӗпе ҫухине ярханах ярса, ҫӳҫне тӑмаласа, йӗп-йӗпе тара ӳксе, вӑл яри уҫса хунӑ чӳрече умӗнче сӗтел хушшинче ларать, кӑкӑрӗ тата ҫурӑмӗ ҫинчи тарне ал шӑллипе шӑла-шӑла илет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чӳрече урлӑ сӗвенсе, пуҫӗ ҫине кӑкшӑмран шыв ярать, киленнипе лӑпкӑн хӑрлата-хӑрлата илет. Матрос, ятлаҫса илсе, юрлама пӑрахрӗ те чарӑнса тӑчӗ. Мӗншӗн ӑнланас мар? Ҫичӗ юланутҫӑ лашисем ҫинчен ӳкнӗ, пиллӗкӗшӗ малалла чуптарнӑ. — Эпӗ Джонние мӗн пулнине ниепле те пӗлсе илейместӗп-ха, — терӗ амӑшӗ. Федор Тимофеич та лӑпкӑ пулман. Акӑ ҫав ҫырусем. Вӗсенчен пӗри те хӑйсем хушнине тума май ҫукки ҫинчен итлесшӗн мар. Революци пуҫланма пултарнӑ! Французла документра та, англилле документра та, ҫавӑн пекех нимӗҫле документра та ҫак Инди океанӗнче вырнаҫакан архипелаг ҫинчен пӗрре те асӑнса илмен. Ҫырма-ҫатраллӑ ҫулпа икӗ сехет тертленсе пынӑ хыҫҫӑн Огнянов пӗр ката патне ҫитсе тухрӗ. Мартини ун хыҫҫӑн тухасшӑн пулчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра — Пӑван ӑна майӗпен чӗнчӗ те, аллине тӑсса:— Тавтапуҫ сире, — терӗ. Вӗсем ҫакна ҫеҫ пӗлнӗ; вӑхӑт питӗ нумай иртсен (хӑйсене ҫапла туйӑинӑ) вӗсем иккӗшӗ те ыйха кайса ним пӗлми пулнине хӑйсем ҫинчен сирсе пӑрахнӑ та хӑйсене пырса тивне инкеке каллех туйма пуҫланӑ. Эсӗ укҫасене кӑларса килейменнине эпӗ тӳрех тавҫӑрса илтӗм, ахаллӗн эсӗ ман пата та кӗрсе ҫав хыпара пӗлтерме май тупаттӑнч-чӗ, — урӑх никама та мар, мана ҫеҫ калаттӑнччӗ. Ав, вӑл пырать…» Эпӗ сана каласшӑн: эсӗ пӗр япалана курмасӑр ҫывӑрса ан юл. Ну, хӑраса ан ӳкӗр. Суд кунӗ ҫывхарнӑҫемӗн Павел ирӗке тухас вӑхӑт ҫывхарать, ӗненӗр мана! Вӗсем тата чылайччен тавлашкаларӗҫ, юлашкинчен ятлаҫмах тытӑнчӗҫ те, Давыдов тухса кайрӗ. — Кутӑнлансарах пыратӑн, Максимыч, — тетчӗ мана Жихарев, мана тимлӗн тӗллесе пӑхса. Вара вӑл чӗннипе пӗтӗм чӗре, сывӑ пайсемпе пӗрлешсе, темӗн пысӑкӑш, вӑйлӑ, кӗмӗл чан пек янӑравлӑ пӗр чӗре пулса тӑрать… Ытти негрсем ҫирӗм пилӗк-вӑтӑр ҫулсенчи ҫамрӑк ҫынсем. Бат, Остап, Актеон, Геркулес тесе чӗнеҫҫӗ вӗсене. Бат ятли — Том старикӗн ывӑлӗ. Тӑваттӑшӗ те ҫӳллӗ, сарлака хулҫурӑмлӑ каччӑсем — Вӑтаҫӗр Африкӑри чура пасарӗсенче вӗсене пысӑк хак панӑ пулӗччӗҫ. Тен, эсир тӗрӗс те пулнӑ пулӑттӑрччӗ. — Урах халь никам та ҫук. «Ну, ачасем, халӗ ҫывӑрар, ыран турӑ мӗн парать, ҫавна тӑвӑпӑр. — Вайкато округне лӑплантарсан вӑрҫӑ пӗтнӗ эппин? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс. — Ан хӑра эсӗ, ухмах. — Кунтан ырри ҫук, — килӗшрӗ Леноре фрау та. — Мӗн каласси, экзамена вӑл питӗ лайӑх пачӗ, — ответлерӗм эпӗ, Илинька ҫине пӑхса илсе, лешӗ, эпӗ хӑй ҫине пӑхнине сиссе, хӗрелсе кайрӗ, тутине хускаткалама чарӑнчӗ. Пуҫне татнӑ виле Судьян ним тумалли те юлмарӗ, суд тӗпчес ӗҫре перерыв тумалли ҫеҫ юлчӗ. Давыдова вара сасартӑк пысӑк туйӑм ҫиҫӗм пек килсе хупланӑ, вӑл темиҫе хут та, чӑнласах ҫапла шутланӑ: Макарпа калаҫса татӑлать те Лушкӑна качча илет, ҫапла вара хӑйӗн хальхи суя пурнӑҫӗнчен тинех хӑтӑлать, хуторта ун ҫинчен нимле сӑмах-юмах та пулмасть. Ҫулталӑк ӗҫленин ҫимӗҫӗсем савӑнӑҫлӑн пуҫтарӑнаҫҫӗ, кӑҫалхи ҫул вара ҫимӗҫсем тӗлӗнмелле тухӑҫлӑ та аван пулнӑ. Еленӑн сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ. Ҫапла-а… ӑслӑ, вӗреннӗ, илемлӗхре ҫеҫ пурӑнатчӗ… Тусӗсем ӑна лӑплантараҫҫӗ: — Час, часах ӗнтӗ, Андрей! Ҫитӗ сана ҫынсенчен мӑшкӑлама! — терӗ голова, йӗкӗте ҫухинчен ярса илсе, анчах, вӑл кам иккенне палласа илсен, хӑрах куҫне чарса пӑрахрӗ те шак хытса тӑчӗ. Урамра пӗрмай халӑх ҫӳрет. Тек каллӗ-маллӗ утаҫҫӗ… Музыка ҫӗнтерӳ юррисем вылянӑ: Vive Henri-Quatre, тироль вальсӗсем, Жоконда арийӗсене. Кӑнтӑралла, шырлан патнелле кӑна пӗр ирӗк ҫул юлнӑ, кӗтӳ вара тӳрех ҫавӑнталла кайнӑ. Ровоама хаджие Огнянов пирки ҫакӑн пек ирсӗр элек сармашкӑн пӗртен пӗр сӑлтав пулӑшрӗ, Огнянов ун патне пӗрре те килсе курса хисеп кӑтартмарӗ, ҫапла килсе курманни хӗр-манаха хисеплемен пек, тӑрӑхланӑ пек пулса тӑчӗ, хӗр-манах ӑна каҫарми тӑшман вырӑнне хура пуҫларӗ. Ырӑ каҫ пултӑр. Кунта нимех те ҫук пек туйӑнать, ҫапла-и? Ӗҫ йӑлтах урӑхла пулса тӑчӗ; йытӑ пӗр заведенийӗн казначейӗ пулнӑ иккен; мӗнле заведенине астӑваймастӑп ӗнтӗ. Эпӗ чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм. Ҫӗвӗҫсем ман кӗлетке ҫумне пусма тӑратрӗҫ; пӗри ҫав пусма тӑрӑх ман хулпуҫҫи ҫине хӑпарса тӑчӗ те, сӑхман тӑршшӗне пӗлмешкӗн ҫухави патӗнчен урайне ҫитиччен отвес ячӗ. Ҫанӑсемпе пилӗке эпӗ хам виҫсе илтӗм. Вӑл нимӗн калама та пӗлмерӗ, шухӑша кайрӗ: мухтанасси те килчӗ унӑн, — иментерет те, чӑннине каласа пама намӑс. Юлашкинчен, телей пӗтӗмпех Джо майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ пек пулчӗ. Мӗскӗн Бекки куҫӗсенче тӗлӗнсе хытса кайни, тав туни, питӗ хытӑ юратни палӑрса тӑчӗ. Степан ачана кӑвакарчӑнсем усранӑ ҫӗре ҫавӑтса кайрӗ. Ӑна питӗрсе илчӗ те чӑх-чӗп пӑхакан ватӑ Укахвие хуралла тӑратрӗ. — Халех хулана, исправник патне кайӑр, — терӗ Кирила Петрович, ачана куҫӗсемпе ӑсатса. Унпа паллашма ҫӑмӑлччӗ — ӑна ӗҫтерсе ҫитерме ҫеҫ сӗнмеллеччӗ, вӑл пӗр графин эрех тата хӑй юратнӑ апатне — хӗрлӗ пӑр ҫапа пӗҫернӗ вӑкӑр пӗверне пӗр порци ыйтатчӗ; вӑл апат ҫӑвара та пӗтӗм ӑшчикке шутсӑрах ҫунтаратчӗ… «Эпӗ каллех ҫав пӑшал ҫинчен пӗлесшӗн-ха, Иван Никифорович, мӗн тӑвас тетӗр эсир унпала? Вӑл мана кирлисӗр пуҫне кирек хӑш еннелле те ҫӑмӑллӑнах каять. Пуринчен тӑтӑшрах вӑл ҫыран хӗрринелле ҫаврӑнкаласа пычӗ, отлив пулман пулсан, эпӗ карап патне ниепле ҫитейместӗм пулмалла. Юлашкинчен ирӗк парсамӑр мана тата тепӗр сӑмах калама: мана судья та тата ытти паллакан ҫынсем те сире хӑвӑр тусӑрпа, Иван Никифоровичпа кунӑҫтарса мирлештерме хушрӗҫ». Таҫта урамра та вут ҫунать, унта пысӑк чул муклашкине хӗртеҫҫӗ, терӗҫ Алексее. — Мана, куратӑн ӗнтӗ, ҫав ӗҫе хутшӑнма аплах мар пек… Пысӑк ӗҫ вӑл — ҫынсене пӗр-пӗринпе тӑванлатасси! Питӗ хавас пулать. — Тӑхта! Вӗсенчен хӑшӗсем пысӑкрах, теприсем пӗчӗкрех пулнӑ, анчах ҫыннисем те, ҫурчӗсем те, чиркӗвӗсем те Фомасен хулинчи пекех. Иккӗмӗш, хӑш-пӗр ҫӗрте халӑх тӑшманла ҫынсене суйласан, вӑл вара пирӗн агитациллӗ ӗҫ тӳсме ҫук начаррине, эпир ҫавӑн пек намӑса чӑн та тивӗҫлӗ пулса тӑнине пӗлтерӗччӗ; эпир хамӑрӑн агитацилӗ ӗҫе большевикла туса пырсан, халӑх хӑйӗн аслӑ органӗсене тӑшманла ҫынсене кӗртес ҫук. Паганель, тӗттӗм кӗтессех кайса хӗсӗннӗ те, сӑмса айӗн темӗн мӑкӑртатса ларать. Оркестр калама кӑшт чарӑннӑччӗ, каллех ак, тав тӑвас сӑмаха пӳлсе, каласа ячӗ; анчах Фратю господин хӑй сӑмахне калама ӗлкӗрейменччӗ-ха, вӑйӑҫӑсене аллипе сулса чарчӗ те ура ҫине тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ, унтан черккине ҫӗклерӗ те, хыттӑн кӑшкӑрса:— Тусӑмсем, Болгари liberte тав тума сӗнетӗп. Ганс часах ларчӗ, хунарсене чул катӑкӗ ҫумне ҫирӗплетсе лартрӑмӑр. Унӑн тумтирӗ пит мухтанмаллах та мар, анчах та вӑл капӑр курӑнать. Лукашка ҫапла тумланма чеченец джигичӗсенчен вӗреннӗ. Вӗҫӗнче ункӑллӑ чӗн тилхепене юсаса тытса, Миките ларчӑк ҫине ларнӑ та тапранса кайма хӑтланса тӑракан лашана шӑн тислӗк ҫипе хапха патнелле уттарса кайнӑ. Вӗсем вӑрҫӑ сукмакӗ ҫине тухсассӑн, вӗсене кирек мӗнле вырӑнта та, тата кирек хӑш вӑхӑтра та кӗтме пулать. Салтаксем ҫухалса, аптӑраса каяҫҫӗ, йӗркеллӗн илтмерӗмӗр пулӗ, теҫҫӗ. Вӑл ҫапла, сеньорита, ан тунӑр ӑна. Ку каҫхине ҫул ҫинчи ҫынсем Кордильерсен ҫӳллӗ сӑрчӗсем патӗнчи улӑхра ҫӗр каҫрӗҫ. Турӑ хушсан, сире ку инкекрен те хӑтарӑп тен. Адриан малашне хӑйӗн чылаях тӑкак кӑлармаллине малтанах курса тӑнӑ, мӗншӗн тесен унӑн тупӑксене илемлетмелли япаласен тахҫантанпа хатӗрлесе хунӑ запасӗ пӗтсех ҫитнӗ. «Ку ӑтӑрах пулмалла», татах шутланӑ ача. Вара вӑл сулланкаласа вакун тӑрӑх утса кайрӗ. Э, эсӗ кишӗр ҫиместӗн-и ҫак? Уолтерс мистер хӑйне майлӑ «мухтанса хӑтланчӗ», вӑл, хӑй ӗҫченнине палӑртса, чупкаласа ҫеҫ тӑче: кам ҫине мӗн тиентерме пулать, кашнинех вӑл канашсем парса, ӗҫ хушса, приказсем парса тиентерсе ҫеҫ тӑчӗ. — Халӗ те шыраҫҫӗ-им-ха ӑна? — Падре! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Чим, каласа пӗтерме пар мана, — пӳлтӗм эпӗ ӑна, сӑмсара, куҫҫуль тухассине систерсе, темскер палӑри-палӑрми кӑтӑклантарса илчӗ, тахҫантанпа чӗре тӗпӗнче пытарса усранӑ шухӑша каланӑ чухне манӑн яланах куҫҫуль тухать. — Тавтапуҫ сире, — терӗ те палламан ҫын, лашине икӗ урипе тапса илчӗ. Ир енне ҫывӑрса каятӑп. Огнянов пӗччен юлчӗ. Кайрӑмӑр! — Сирӗн ҫемьене пулӑшсан мӗнле пулӗ? — иккӗленерех ыйтрӗ Давыдов, кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. Михӗсен тӗпне юлнӑ шыв ним чула та ҫитмест, ҫитменнине вӑл пӑсӑлнӑ, никам ӑшне те кантараймасть. — Халь те вӑл философипе шуйттан пекех вӑйлӑ, — асӑрхаттарчӗ Шубин, тӑм ҫине чӗрнипе тарӑн ер туса, — мӗншӗн ют патшалӑха каймалла унӑн? Ӑҫта хупӑрларӗ сире тӑвӑллӑ тӑман? — ыйтрӗ Калчо. Анчах пӗтӗм королевствинче те пӗр майлӑрах порт та ҫук. Вӑл Корчагин ҫине темӗн ыйтас пек тӗллесе пӑхрӗ. — Эсир мана ытти мустангсемшӗн пит лайӑх тӳлерӗр, ҫитменнине тата вӗсене тытичченех тӳлерӗр, ҫавӑнпа та мана сире тав тума ирӗк парӑр. Пирӗн ирландецсен йӑли ҫавӑн пек. Кун каҫиччен ҫӗнни нимӗн те пулмарӗ. Ахӑрнех, вӗсем Гленарвана вилнӗ ҫулпуҫне пытарнӑ сехетрех асаплантарма тытӑнаҫҫӗ пулмалла. Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех пӗтнӗ маншӑн. Икӗ талӑка! Том хӑйӗн ҫанҫурӑмне тыткаласа пӑхрӗ. Джим хӳшӗре урай та сарчӗ, сулӑ хӗрринчен пӗр фут ҫӳлерех хӑпартрӗ вӑл ӑна. Халӗ ӗнтӗ пирӗн утиялсене хум ҫапса йӗпетеймест. Эпӗ сире хамӑр кунта мӗн ҫинчен калаҫнине кӑштах та пулин пӗлтерме чӗнсеттӗм. Тӑванӑмҫӑм!.. Вара приказ кӑларнӑ: призыва урисене мӗн те пулсан тӑхӑнса пыма хушнӑ. Приказ тӗлӗнмелле ӗҫ туса хучӗ. Ахӑрнех, каймалла пулать пуль… Эпӗ ҫавӑнтах ӑна ярса тытрӑм. — Директора чӗнтерес пулать! — терӗ Павел малалла. — Чӗнсе килӗр Вольдемара, — терӗ атте. Хитре хӗрарӑм уншӑн — кулӑшла арӑм, хӗвеллӗ лайӑх кун — йӑпанмалли кун. — Камсем-ха айӑплӑ? Апла эс, Яков, ӑна, ху илсе килнӗскере, хӑвах йӑвашлат ӗнтӗ… — Гунсем, — терӗ провизор Павел Гольдберг, — киргизсем пек, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен халӑх пулнӑ. Пурне те ятлать вӑл яланах… Ун ятне вӑл пуҫласа каларӗ; ку таранччен ун ҫинчен пӗрре те аса илменччӗ. Эпӗ ӗшенӳлӗхӗн йывӑрлӑхӗпе усаллӑхне ҫеҫ пӗлетӗп… Акӑ мӗнле япала! Сӑмах май каласан, яш ӗмӗрӗн ырӑ ӗмӗчӗсем чӑнахах кулӑшла е кулӑшла мар пулнине тата вӗсем пурнӑҫа кӗменнишӗн кам айӑплине пӗр турӑ кӑна пӗлет… Ҫӗнӗрен вӗренекен ачасем иккӗшӗ те ку таранччен виноград ҫулҫинчен тунӑ сигарӑсене ҫеҫ турткаланӑ, анчах ҫав сигарӑсем чӗлхене «чӗпӗтнӗ», арҫынсене ун пек сигарӑсем туртни килӗшмест тесе шутланӑ вӗсем. Ӑна йытӑ хирӗҫ пулнӑ. Тарӑхса кайнӑ Фома йытта кӑштах патакпа пемен. Пӗлместӗп, пӗлместӗп… — Чимӗр-ха! — терӗм эпӗ. Татӑклӑ самант ҫывхарса ҫитрӗ… Любовь кӑшкӑрать, тапаҫланать, вӑл ашшӗ хыҫӗнчен пырать, — пӗрре унран юлать, тепре каллех ҫывӑхарать. Лещинскийсен садне ҫул еннелле пулемёт лартрӗҫ. Ӑнсӑртран рабочисем хутшӑнас пулсан, вӗсене тӑхланпа кӗтсе илмелле. Анчах тӗнче ҫапах та шухӑш-кӑмӑл енчен питӗ вӑраххӑн пуйса пырать-ха, мӗншӗн тесен халӗ кашнинех, никама пӑхӑнми пулас тесе, пӗлӳ мар — укҫа пухма тивет. Вӗсен тӑванӗ ҫавнашкаллисене… Лозневой татах калаҫма тытӑнчӗ, пӗр самантлӑха унӑн куҫӗсем каллех тимӗр тӗслӗн, сиввӗн ҫутӑлса илчӗҫ: — Пустуях эсӗ, Костя, — терӗ вӑл. — Анчах апла пулма пултараймасть! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, хулпуҫҫисене пӗркелесе, пичче шухӑшӗпе килӗшмесӗр. — Вӗсем мана шыраса тупчӑр. Ку вӑл учетчик картусӗпе сӗлтет вӗт пире. — Эсир хӑвӑр ҫинине те курмарӑм-ха эпӗ. Айлӑма анса ҫитсен, вӑл хуллентерех утрӗ. Умрихин котелока тыткаласа пӑхрӗ. Халӗ вӑл БАО начальникӗ умӗнче те хӑйне хӑй аван мар пек туйрӗ: ун ҫинчен вӑл сахал мар шӳтлӗ анекдотсем сарнӑччӗ. Кукушкинран та каҫару ыйтас килчӗ, ун пирки юлташӗсене те «вӑл пӗртте чӑркӑш чунлӑ та япӑх ҫын мар» тесе калас килчӗ. Унӑн халь пурӗ те тӑватӑ пин салтак кӑна пулнӑ, ку таранччен вара португал чура сутуҫисем унта вӗсене ҫирӗм пин таран шутланӑ. Тахҫанхи ырӑ вӑхӑтсенчи пек, турра кашни кун ҫирӗмшер-вӑтӑршар чура вӗлерсе парне парайман ӗнтӗ Казонде патши. Эпӗ ӑна кӗтсе тӑтӑм, питӗ вӑрах кӗтнӗ пек туйӑнчӗ — тавралӑх пуш-пушӑ та шӑп. Павел кантӑка уҫрӗ. Кил-ҫуртсем хысака ларса тухнӑ, кӑшт аяларах виноградниксемпе табак лаптӑкӗсем илемлӗн чӑпарланса лараҫҫӗ, ҫырмара йӗплӗ хулӑпа кизил тӗмӗсем тата шӑлан йывӑҫҫисем ӳсеҫҫӗ. Арҫын пӗтем кӗлеткипе ун еннелле сулӑнчӗ. — Эсир ан ҫилленӗр, ыйтнӑшӑн мӗнех пулать вара! Лашасем ҫинче кӑвак сухаллӑ стариксем, ҫамрӑксем, хӗрсем, куҫлӑхлӑ та штиблет тӑхӑннӑ ҫынсем лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫара каякансемпе ӑсатса яракансене тӳрех уйӑрса илме те ҫук. Халӗ ӗнтӗ Том чӑнахах асапланчӗ (ҫав тери тӗлӗнмелле шухӑшласа кӑларма пултарнӑ унӑн тӑнпуҫӗ), вӑл йынӑшнисем те чӑнахах ыратнӑ чухнехи пекех пулса тухрӗҫ. Ун хыҫӗнче такам ӳсӗрсе илчӗ: вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйне кофе килсе паракан лакея курчӗ. Негоро «Пилигрим» тавра хумханакан тинӗсе пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн лӑпкӑ та сивӗ куҫӗсемпе тӳпенелле тинкерчӗ. Тата эпир пуртӑпа «вӑлта» тупрӑмӑр, вӑлтине вара кантӑра вӗҫне булавка вӗҫлекине авса вырнаҫтарнӑ. Чул кӑларнӑ вырӑн тӗлне ҫитсен, вӑл хӑйӗн нимрен те хӑрамалли ҫуккине туйса илчӗ те мӗн вӑй ҫитнӗ таран сиккипе яра пачӗ. Пурте Инсаров хыҫӗнчен утрӗҫ, пурин те ҫак «компани» тӗлӗнчен иртсе кайма тиврӗ. Куратӑр-ҫке — вӑл ман ҫинчен шухӑшлать. Платник хӑйӗн ҫак пӳртне «Монастырь» тенӗ. — А тарса тухнӑ каторжниксем пулсан? — Хӑтӑлнӑ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт. Пӗр минут шухӑшланӑ хыҫҫӑн, хӗрарӑм ҫапла хушса хучӗ: — Эпӗ халӗ ӑнлантӑм ӗнтӗ, сударь: эсир Францирен, эпӗ Бретаньрен. 10-мӗш сехет тӗлӗнче эпӗ тӑтӑм та тухрӑм. Малти хуралтан темиҫе ҫын хашкаса чупса ҫитрӗҫ.. — Тӗлӗнмелле-ҫке ку! Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те тӑшман енне харӑсах револьверьпе ҫине-ҫине персе ячӗҫ. Тӗпӗ-йӗрӗпе калатӑп: Хопровсене вӗлерсен, ирхине, эпӗ вилесене курма кайрӑм, вилнӗ Хопров арӑмӗ, мӗнле пулсан та, манӑн кумаччӗ вӑл. Эпир зала король ҫуртӗнчи тарҫӑ-тӗрҫӗсемпе шавлӑн пырса кӗтӗмӗр пулсан та, его величество пире пӗрре те асӑрхамарӗ. — Кашни этем ҫинчех таҫтан палӑрса тӑраканнине те курмастӑн эс… Сылтӑм енче — ҫӳлӗ те шӗвӗр тӗкмепе вӑрмантан уйӑрӑлса тӑракан кивӗ салху тӗрме, ун хыҫӗнче больницӑн пысӑк ҫурчӗсем. Арӑмӗ уншӑн лайӑх пӗлнӗ сукмак пулнӑ, ун тӑрӑх Петр суккӑрлансан та пӗр такӑнмасӑрах утса тухма пултарнӑ; ҫавӑнпа унӑн арӑмӗ ҫинчен шухӑшлас килмен. Мимипе Катя эхер халиччен пирӗнпе пӗрле пурӑннӑ-тӑк, малашне те пирӗнпе пӗрле пурӑнмалла, мӗнпур ырлӑхпа пӗрле савӑнса пурӑнмалла пек туйӑнатчӗ мана. Каларӗ тесе калӑн: икӗ сехетрен пӑрахут саланса кайса путать. Хуҫа вилес пекех ӗҫетчӗ. Анать шуйттан совет влаҫӗн! Хӑй вӑхӑтӗнче кочегар Якку ман куҫ умӗнче шутсӑрах ӳссе кайнӑ пек, Уҫӑп та ман куҫ умӗнче пит ӳссе кайса, хӑй пӗтӗм ҫынсене те мантан хупласа илчӗ. Исполком председателӗ пӗр сехет хушши хӑй патне никама та йышӑнмарӗ. Кукаҫипе кукамай тата ытти ҫынсем те яланах: «Больницӑра ҫынсене вӗлереҫҫӗ», тесе калатчӗҫ, — ҫавӑнта та эпӗ: «Ман пурӑнасси йӑлтах пӗтсе ларчӗ ӗнтӗ», тесе шутларӑм. Кунта темле ырӑ мар. Ҫывӑрса юлтӑн-им? — ыйтрӗ вӑл кулакан ҫинҫе сасӑпа. Астӑватӑп: кайран вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, вырнаҫса ларакан хӑнасем енне ҫаврӑнса пӑхрӗҫ, унтан пӗр-пӗрне тем каларӗҫ те — пуҫларӗҫ. Сирӗнпе картла вылямалла тетӗн-и? Пырӗнче те темскер пӳлӗнсе ларчӗ. Ял валли, тейӗр. Ну, Гек, ҫак пӗтӗм ӗҫе ҫӗнӗрен тытӑнмалла пулас пулсан, эпӗ икҫӗр ҫынран кая мар пухнӑ пулӑттӑм. Ҫакна тунӑ чухне вӑл: мӗн тума кирлӗ, ҫавна йӑлтах тӑватӑп, тесе шутлать. Христофор атте телейлӗн кулкалать, ахӑртнех, ҫӑмне тупӑшлӑ сутнине манаймасть пуле; ӑна тупӑшӗ мар, урӑххи хаваслантарать: килне таврӑнӗ те акӑ вӑл пӗтӗм пысӑк ҫемйине пухӗ, вара чеен куҫ хӗссе, ахӑлтатса кулса ярӗ; малтан вӑл, ҫӑмне хӑй хакӗнчен йӳнӗрехе сутрӑм тесе, пурне те суйӗ, кайран, Михайлӑна хулӑн бумажник парса, урӑхла каласа хурӗ: «Ме, ил! Маориецсем нумайччен ҫын ҫийӗҫ-ха, дикарьтан дикарьсемех пулӗҫ. Пысӑкрах ачасем ҫӗрле пуласпа лӑпланаҫҫӗ, йӑвашланаҫҫӗ. Ан шутла, хаҫат романӗнчен илнӗ пуплев мар ку. Хӗллехи Юрӑҫӑ вилес умӗнхи асаппа тертленнӗ, йынӑшнӑ. Пушкин пурӑнӑҫӗпе вилӗмӗ ҫинчен кӗскен каласа кӑтартсан, вӑл ҫурхи кун пек йӑл кулса пӑхса каларӗ: — Куратӑн-и, хӗрарӑмсене юратни мӗнле хӑрушӑ? — терӗ. Цека укҫа, хӑйӗн личнӑй ӗҫхучӗсене тата хӑй ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кайма ирӗк пачӗ. — Ӗҫме йӑлтах пӑрахнӑ. Тимур Женя патне пычӗ те ӑна аллинчен тытрӗ: — Юл-ха пирӗнпе пӗрле. Николай Петрович ӑна хӑй ҫуртӗнче экономка пулса ӗҫлеме сӗннӗ; лешӗ килӗшнӗ. Унӑн упӑшки тахҫанах вилнӗ пулнӑ, ӑна валли пӗр хӗрачана, Феничкӑна, анчах хӑварнӑ. Кӑкар! Эпир Сакнуссем ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑ иккен, ҫавӑнпа та пирӗн каялла каймалли ҫеҫ юлать. Усал куҫ тӗлне пултӑмӑр эпир. Эпӗ савӑнӑҫлӑ чӗрӗ сӑн-пит, пысӑк кӑвак куҫсем куртӑм — ҫак пит-куҫ сасартӑк чӗтренсе илчӗ, кулса ячӗ, шап-шурӑ шӑлсем йӑлтӑртатрӗҫ, куҫ харшисем кулӑшла ҫӗкленчӗҫ… Эсрелӗсем, кирлӗ чухне вӗрмеҫҫӗ», — тенӗ. Пӗр хушаматлӑ ҫын мар-и? Воропаев курать: акӑ вӑл, хӑйӗн шурӑрах куҫхаршисене пӗркелентерсе, кӑранташӗпе карттӑна шаккакаласа, корпус командирӗн васкавлӑ докладне итлет; лешӗ, кирек епле докладра та яланах йӑл кулаканскер, ҫинҫе сассипе тӑшман оборонине татни ҫинчен пӗлтерет. Карттӑ ҫинче хӑйӗн мӗнпур улӑпла пӗвӗпе выртакан, шуралса кӑвакарса кайнӑ аллипе телефон трубкине сулахай хӑлхи патне тытнӑ штаб начальникне те курчӗ Воропаев. Ман пек пурӑннӑ упӑшкасен пурин те е ют хӗрарӑмсемпе ҫӳремелле, е уйрӑлмалла, е ҫакӑнса вилмелле, е, эпӗ тунӑ пек, хӑйсен арӑмне вӗлермелле. Вӑл вӑрӑммӑн сике-сике утать, ҫакна асӑрхамасӑр мӑкӑртатать: «Курас килмест тӗк унӑн — кирлӗ мар. Халь пирӗн кайма вӑхӑт ҫитрӗ пуль, тетӗп эпӗ. Эсир унпа ӗлӗк тӗл пулкаланӑ пулас. Мӗне кирлӗ-ха ют йӑва хӗррине ҫыпҫӑнма? Эсир хӑть кирек те мӗн калӑр… чӗрене, туйӑмсене — эсир ҫав ҫынсенче ан та шырӑр! Темиҫе ҫӗршер йӑрӑ та пӗчӗк этемсем пӑрҫасем пек каялла та малалла вӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсен куҫӗсенче, намӑса пӗлессисӗр пуҫне, пурте пурри курӑнать. Степка ҫеҫ шавламасть, анчах сухал шӑтма ӗлкӗреймен пичӗ тӑрӑх, иртнӗ пурнӑҫӗ унӑн та хальхинчен лайӑхрах пулни курӑнать. Эсир кутӑна перетӗр, Половцев, нимле нерв та ҫук сирӗн, иртӗхни кӑна! Хӑҫан эсир хӑвӑр пуҫаруллӑ пулма вӗренсе ҫитӗр-ши? Беседкӑна такам питӗ сарлакаскер, ҫӑмламас ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер кӗчӗ; хӑйпе пӗрле вӑл сивӗ мӗлке тата ҫара тикӗт шӑрши илсе кӳртрӗ. — Ман кайсан та юрӗччӗ, мӗнле пек? — шӑппӑн ыйтнӑ Фома. — Ӑнланмалла, Дик мистер, — тавӑрчӗ Бат. Апат ҫинчен шухӑшланӑ чухне чӗрере те ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайнӑ, Тетка хайхи епле вӑл паян Федор Тимофеичран чӑх урине вӑрласа. Ӑна хӑна пӳлӗмӗнче шкаппа стена хушшине пытарни ҫинчен шухӑшлама тытӑннӑ. Унта эрешмен картипе тусан нумай пулнӑ. Португалсем ку сӗнӗве усламлӑ тесе шутланӑ та килӗшнӗ. Ҫапла майпа Европӑра чура суту-илӗвӗ пуҫланса кайнӑ. Ну, пурпӗрех ӗнтӗ, ҫаксем сана пурте кирлӗ пулсан, ҫыр. Унран ӑна Марсӑн тӗп чупу вӑйӗ кӑларса ывӑтнӑччӗ. Сӗм тӗттӗмлӗхре пӗр хушӑ ҫуталакан йӗр касса тӑсӑлчӗ. — Пырать! Анчах хӑрамалла тинӗсре, — терӗ Гаврила, кӗсменӗсемпе шыв тӑрӑх пӗр тикӗс те вӑйлӑн авӑсса пырса. Утрав варринче аллӑ ярда яхӑн сарлакӑш шӑтӑк пур, ҫав шӑтӑк витӗр астрономсем пысӑк ҫӗр шӑтӑкне анаҫҫӗ. Ахальтен мар Курск тӑрӑхӗнчи шӑпчӑксем пӗтӗм тӗнчипех чапа тухнӑ ҫав! Пӑрах! — терӗ вӑл. Вӑл, аялта хӑй ҫине тӗллесе тӑракан пӑшал кӗпҫисене курас тесе, пуҫне чикрӗ, анчах хӑйне ҫавӑрса илнӗ ҫынсем чӗркуҫленсе ларнине курах кайрӗ. Луиза, сан аҫуна ҫука тӑрса юлассинчен тата сана намӑсран хӑтармашкӑн пӗр май кӑна пур. Ӑна Гладилин хушаматлӑ старик, — чиркӳ ктиторӗ, — пӳлчӗ: — Власть умӗнче ырӑ ят илтме тӑрӑшатӑн пулать? — Тата мӗн? Питӗ пысӑк инкек пуль ӗнтӗ сысна урама тухса ҫӳрени!» Куратӑр ӗнтӗ: вӑл сире питех те лайӑх пӗлет. Вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын пек, пурте ӑнланмалла пек туйӑнать, апла пулсан та, эпӗ нимӗн те курмастӑп. Эпӗ ыратассинчен нимӗн чухлӗ те хӑраман, ыратнине нихҫан та тӳссе курман, анчах Сен-Жером мана ҫапма пултарни ҫинчен шухӑшласа илниех мана пусӑрӑнтарса ним шутла пӗлми тӑватчӗ, ҫилентерсе яратчӗ. Унтан пӗр вунӑ утӑм кайсан, тарӑннӑн сывласа илсе: — Пулӑ вӑрлама хатӗрленет. — Тӑватӑ уйӑх каярах эпӗ, вӑл хушнипе»… — Эп… тавтапуҫ! — Ну, мӗн калӑн? Ӗнтӗ ӳсӗр улпут ҫинчен те, иртнӗ вӑхӑтра хама мӗнле тытни ҫинчен те, Грушницкий ҫинчен те эпӗ пӗрре те асӑнтармарӑм. Пӑтти калама ҫук тутлӑ пулнӑ. Никам та. Вӑл хӑйӗн записной кӗнеки хушшинчен целлофанпа чӗркенӗ, журналтан касса илнӗ статьяна кӑларса сӗтел ҫине хучӗ. Илтетӗр-и, эсир… ҫарти донжуан! Джимпа иксӗмӗр ҫавӑнталла утрӑмӑр, часах унта ҫитсе те тӑтӑмӑр, мӗншӗн тесен утравӗ пӗтӗмпе те виҫӗ миля тӑршшӗ те чӗрӗк миля сарлакӑш кӑна-ҫке. — Тушпа-ҫке, шыв кӑна! — салхуллӑ каларӗ Петька. — Мӗнле-ха капла? — тенӗ Фома, ним мар пулса, аллипе хӗрарӑмӑн пуҫне сӗртӗнсе. Ҫавӑнпа эпӗ вӗсене хама мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑр тесе паллӑсем туса ӑнлантарса патӑм. Унтан ҫынсем хайсен полкӗсем, хӑйсен юлташӗсем ҫинчен, хӑйсене кӗтсе тӑракан пысӑк боевой ӗҫсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Лӑпкӑн, пӗр кӗвӗллӗн шавлани илтӗнчӗ. Егорушка чӗркуҫҫийӗ ҫине пысӑк сивӗ тумлам ӳкрӗ, тепри алли ҫийӗн юхса анчӗ. Алла-аллӑн тытӑнса, унталла-кунталла пӗр харӑс тайкаланса вӗсем ун ҫине пӑхаҫҫӗ те ӑна килӗшсех кайман юрӑсене юрлама тытӑнаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ ман сана хам мӗншӗн кунтан васкавлӑн тухса кайнине ӑнлантарса памалла; сӑлтавӗ сана пӗчӗккӗ пек туйӑнӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана хама ҫеҫ тивет. Иван Иванович кӑштах хӑравҫӑ характерлӗ. Иван Никифоровичӑн лешӗнни пек мар вара, шӑлаварӗ ытла шалпар пӗрӗмлӗ, ӑна вӗрсе хӑпартсан, ӑшне пӗтӗм картишне, кӗлечӗсемпе ытти пур хуралтисене те вырнаҫтарма пулать. Попельскисен усадьбинчен пӗр утмӑл ҫухрӑмра, Ставрученкӑсеннинчен тепӗр еннелле, пысӑк мар хулара, католиксен хӑватлӑ турӑшӗ пулнӑ. Каҫхи апат тума ҫулҫӳревҫӗсем валли така ашне анчах кӑларчӗҫ, анчах ӑна темиҫе тӗрлӗ те хатӗрлесе пӗтернӗ. Хӑвах курӑн акӑ. Урапине кӳлсе хатӗрленӗ. Тискер ҫынсем кӗреҫҫӗ. Уҫӑ алӑк витӗр ҫап-ҫутӑ уйӑх ҫути ӳксе, хӳшӗ ӑшне ҫутатать. Павел, пуҫӗ чиксе ыратма пуҫланипе, пӳлӗмрен перрон ҫине туха-туха каять. Синьор Риварес апат ҫиесшӗн мар пулнине курса, Бианка кӳршӗ кухарка патне кайнӑ. Динго чупса пырса татах ҫав саспаллисене шыраса тупса айккинелле илсе кайрӗ. А лешӗ ӑна каланӑ: эпӗ, барыня, сана хирӗҫ ответлеме пултараймастӑп, эпӗ авланнӑскер, акӑ эпӗ сан валли икӗ тусӑма хатӗрлесе хутӑм, вӗсем — пӗри урҫа, тепри хусах. Тарнӑ чухне, пурте ним йӗркесӗр чупнӑ вӑхӑтра, Говэн пӗр паттӑра асӑрханӑччӗ; ҫак хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫын таракан юлташӗсене хӳтӗлесе ҫапӑҫнӑ, анчах хӑй тарма шутламан. Анчах та хӑнасене йышӑнмалли пирен пӗр май ҫеҫ пур; хӑна пиртен мӗн ыйтать, эпир ӑна ҫавна памалла. Эсир ӑҫта ҫӗр каҫас тетӗр-ха? Вӑл хӑй ывӑлне юратни те ӑссӑрланса хӑтланни майлахчӗ, мана хӑйӗн вӑй-хӑвачӗпе култаратчӗ тата хӑрататчӗ те; ҫав вӑй-хӑвата эпӗ ниепле те мар, хаяр вӑй-хӑват ҫеҫ теме пултаратӑп. Ну, кайса тумланас… вӑхӑт. «Хӑвӑрӑн акӑлчан рабочи класӗн, индеецсен тата пусмӑрта пурӑнакан тӗрлӗрен ытти нацисен юнне ӗҫсе пурӑнатӑн-и? Тата пӗр кухарка пурччӗ, вӑл прокурор еркӗнӗ пулса пурӑннӑ, — унтан ытла мӗн кирлӗ пулма пултарнӑ-ха ӑна? А эпир — камӑн? Ку ҫырана хӑҫан та пулсан ҫын килсе ҫӳренин нимле палли те ҫук. — Господа, — тесе пуҫларӗ Айртон, — эпӗ чӑнласах Том Айртон, виҫ мачтӑллӑ «Британин» боцманӗ пулатӑп. Сасартӑк такам мӗлки чӳречерен курӑнса кайрӗ, ҫав мелке пӳлӗмелле ӳпӗнсе пӑхать. Ҫав вӑхӑтра ҫынсем ирхи апат ҫисе ларнӑ столовӑй алӑкӗнче негр курӑнса кайнӑ. Чӑнах та, ҫунакан ферма патӗнче ҫапӑҫу пынӑ пирки иккӗленме те ҫук. Ӑнлантӑн-и? Сасартӑк чеченец вӗҫерӗнсе тухрӗ те пистолетне персе ячӗ. Астутарам эппин: Островнов та, Афонька та, Люшня та, тата пӗр ҫирӗм ҫын. Эпӗ сирӗн валли вылямалли япала мар! Кадриль пӗтсен, Соня мана, эпӗ чӑнахах тава тивӗҫ пулнӑн, питӗ кӑмӑллӑ сасӑпа «mersi» терӗ. Тархасшӑн, ан тӑпӑлтарӑр, мӑнакка! Сӑвансемпе кимӗ хушши пурӗ те ҫӗр фут чухлӗ ҫеҫ юлсан, Дик Сэнд ҫынсем хытӑрах калаҫма пуҫланине илтрӗ. Вӑл диван ҫинчен сикрӗ те тумланма тытӑнчӗ. — Ытлашши ҫӑрах мар санӑн, Рыкалин! — шелленӗ пек те, ӳпкеленӗ пек те каласа хучӗ казаксенчен пӗри, Устин ҫине пӑхса. «Икӗ ҫул кас та, унтан выҫӑ вил», — теҫҫӗ хресченсем пӗрне-пӗри. Амӑшӗ хӑйӗн туйӑмне чунтан-чӗререн тухакан сӑмахсемпе ӑнланмалла каласа пама васканӑ май, аккорд темрен асӑрханнӑ пек шӑппӑн янӑраса тӑчӗ. Хоуик вельбота асӑрханса куҫарчӗ, кит хӑйсем ҫине сиксе ӳкесрен каялла тарма хатӗр тӑчӗ. Кама та пулин чиксе пӑрахрӑр-и? Унта, ҫӗрпе пӗлӗт хушшинчи ҫутӑ йӑрӑмра, темиҫе йывӑҫ мӗлки палӑрать. Эпӗ те никама та тӗрӗссине каласа паманччӗ, халь вара куратӑп: мӗншӗн каламалла мар? Тымарсенче юн та хытса ларчӗ! Хуҫа арӑмӗ тарӑхса кайса кашӑкне сӗтел ҫинелле печӗ те, упӑшкине кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Мӗнле намӑс мар сана ман умра ирсӗр япаласем калаҫма! Вӑл мана тумтирӗмрен кушак пек ҫатӑрласа тытнӑ, сасартӑк мана, пӗрре тӗксе, кӑштах шыва кӑларса ӳкеретчӗ. — Елена Николаевна… турӑшӑн та… — пӗр сӑмаха темиҫе хутчен каларӗ Берсенев. Ӑна та эрех ӗҫтерме тӑнӑ. Весовщиков пукан ҫинче йывӑҫран тунӑ пек тӳп-тӳррӗн, ывӑҫӗсемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫине тӗренсе ларать, унӑн куҫ харшисӗр, ҫӳхе туталлӑ шатра сӑн-пичӗ, маска пекех, ним хускалмасть. Унччен агрономра ӗҫленӗ, анчах унтан ӗҫнӗшӗн кӑларчӗҫ те вырӑнне улӑштарма тиврӗ… — Тӗрӗс! Тӗрӗс? — пӗр харӑс кӑшкӑрчӗҫ экипажри матроссем пурте. Палаткӑран пӗр таса сӑн-питлӗ пысӑках мар арҫын тухнӑ тӗле вӗсем сӑра бутылкине пушатма та, ҫителӗклӗ таран калаҫса илме те ӗлкӗрчӗҫ. Халь кӑна тухнӑ ҫын хӑй ҫине кӑн-кӑвак атласран ҫӗлетнӗ ярапаллӑ халат тӑхӑнса янӑ, пуҫӗнче ун хӗрлӗ кӑшкарлӑ, кокардӑллӑ картус. — Аскӑнлӑх ӳт-пӳ енӗпе каланӑ шухӑшра мар вӗт, — ӳт-пӳ енӗпе пулакан нимӗнле илемсӗрлӗх-йӗркесӗрлӗх те аскӑнлӑх мар, аскӑнлӑх, чӑн-чӑн аскӑнлӑх вӑл шӑпах ӗнтӗ хӗрарӑм ӳт-пӗвӗпе ҫывӑхланнӑ чухне эсӗ хӗрарӑмпа хӑвӑн хушшинти йӗрке-тирпей ҫинчен юриех шутлама пӑрахнӑ пулса тӑрать. Анчах станицӑра часах тӗрӗссине пӗлчӗҫ. Лукашка амӑшӗ, Марьяна, Илья Васильевич тата ытти казаксем, Оленин ним сӑлтавсӑрах парне пани ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑнланса илмесӗр тӗлӗнчӗҫ те юнкертан шикленме пуҫларӗҫ. Ку уйӑх ҫутипе пулнӑ иллюзи ҫеҫ пулма пултарайман. Лозневой ыраттармаллах шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ. Темӗнле майпа, XV Людовикӑн Рим императорӗнни пек малалла тӑснӑ хӑрах алли — сылтӑм алли сыхланса юлнӑ. Вӑл жалоба паратӑп, пире уйӑратӑп, тесе хӑратать. «Эпир тумланнӑ пек тумлан эппин». Чура-ҫӗршыв, ҫакӑн пек хитре чечексем ӳсекен, ҫакӑн пек янкӑр тӳпеллӗ ҫӗршыв! Эпӗ чей ӗҫсе тӑрансан, вӑл мана пӗр тенкӗлӗх хут укҫа тыттарчӗ. Эпӗ, хама хӗнесе тӑкнӑ пек, вӑйсӑрланса тухса карӑм. — Кӑна, ҫапах та, чӑтма ҫук! — кӑшкӑрса ячӗ Аркадий. Ежов пырӗнче темскер, ҫу сӗрмен тӑпса пек, ҫуйӑха-ҫуйӑха илнӗ. — Эсир турра кӗлтума ҫӳретӗр-и? Адмирал, ман ҫинчен куҫне илмесӗр, кӳршине темӗн калать, кӳрши вара, дивизион командирӗ, виҫҫӗмӗш курка ҫӗклес умӗн сӑмах калать. — Мӗнех вара? «Паян эпӗ сирӗн пата пӗр пысӑк ӗҫпе килсеттӗм». Куҫ умӗнче уҫӑ шыв кӳллисем пур чухне пурте аван пырать-ха; анчах кашни утӑмсерен «пентансем» тӗл пулма пуҫласан, ӗҫсем начарланчӗҫ, ун пек шыв шӑтӑкӗсем лӑймакапа тата курӑксемпе витӗнсе тӑраҫҫӗ, вӗсен патнех пырсассӑн та таврари тӳремлӗхрен уйӑрса илмелле мар. Вӑл вӑхӑтра эпӗ хама кирлӗ маррине манса кайма пӗлмен-ха. — Шалый юлташ паянхи кун тӗлне ремонт ӗҫне ҫӗр проценчӗпех туса пӗтерчӗ, — факт, граждансем! * * * Вуниккӗ иртни шӑп вунпилӗк минутра Санин Полозов патне ҫитсе кӗчӗ. — Мӗн калаҫатӑн эс! Земзесен авалхи-авалхи кӗнекисене тата Аам ывӑлӗсен ӑслӑ кӗнекисене ҫӗнӗрен вулама вӗренеҫҫӗ. Ну, ку, калас пулать, тӗрес те: хуҫа арӑмӗ ӑна кӑшман ҫитернӗ, апат юлашкисем панӑ, ытти пахча ҫимӗҫпе тӑрантарнӑ, дояркӑ вара пӗлтӗрхи типӗ утта пӗр ывӑҫ пӑрахса парать те ӗне ҫилли айӗнче тӗлӗрсе ларать, сӗт кӗтет. Хытӑ пӑшӑрханнипе ун пуҫне пит хӑрушӑ япаласем пыра-пыра кӗнӗ, пӗринчен пӗри хӑрушӑрах япаласем, йӑлтах пӗтесси, тем инкекӗ те пулма пултарасси шухӑша килнӗ. Ирхине ирех мана барабан сасси вӑратрӗ. Эпӗ халӑх пухӑнакан ҫӗре кайрӑм. Тавтапуҫ турра! — Тӑхта! Халь кӗлтума вӑхӑт ҫук. Силанти мучи чӗтрекен пуҫне тытсарах чарнӑ, ватӑлнипе тӗссӗрленнӗ куҫӗсемпе аран-аран Ерофей Кузьмича тӗллесе пӑхнӑ. Унтан вулама пуҫларӗ: «…Игнатий прозванием Карий… року божого… пострелен из сайдака стрелою татарскою…» Анчах эпӗ кун ҫинчен Ромаҫе каласа парсан, вӑл кула-кула калатчӗ: — Иртсе каять вӑл! Ҫынсем турӑ кӗлеткисене пуҫҫапма тахҫанах пӑрахнӑ ӗнтӗ, анчах турӑ ячӗсене чӑн-чӑн наука кӗнекисенче курма пулать, академиксен доклачӗсенче те илтме пулать. — Ӑҫтан килетӗн эсӗ? Чӑнах та, эпир аялалла аннӑҫемӗн ҫӳлелле улӑхакан ртуть юпи ҫирӗм тӑххӑрмӗш йӗр ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Ялти пекле, перкӗҫ, тесе хур тата эсӗ. — Кам эпӗ? Епле ҫӑмӑл та епле хаяр каларӗ вӑл ҫав хӑрушӑ сӑмаха! Ку мӗне пӗлтерме пултарнӑ-ши? Калас пулать, Польша хаҫачӗсенчи пирӗн критиксем, тем пек мӑнаҫланаҫҫӗ пулин те, Плаки, «Мертвые души»-нчи чура «хӗр ача» ӑнланӑвӗн картининчен нумаях аякка каяйман. — Ах, ҫапла ҫав! эсӗ авланнӑ — тата пит чиперри тупнӑ, теҫҫӗ! Апат-ҫимӗҫ пӑсӑлса пӗтнӗ, ӗҫмелли шӑршланнӑ… Таҫтан килсе лекнӗ, шӑмми кӑна юлнӑ совет лётчикне Михайла мучи вӑрмантан ҫунашкапа туртса килесси ҫинчен Федька пӗлтерсен, пӗтӗм ял-йыш — хӗрарӑмӗ, ачи-пӑчи тата темиҫе старик — вӗсене хирӗҫ тухрӗҫ. Макар тӑчӗ, Тимофей патне пычӗ. Джемма ҫавӑнтах кӗсйинчен шурӑ тутӑр кӑларса, унпа амӑшӗн питне хупларӗ, унтан, тутӑра ҫӳлтен аялалла уҫса пырса, ҫамки ҫинчен, куҫхаршипе куҫӗсем ҫинчен ерипен сирчӗ, кӑшт кӗтсе тӑчӗ те куҫӗсене уҫма хушрӗ. Ҫак хисеплӗ ҫын маншӑн ыркӑмӑллӑ пысӑк ӗҫ турӗ. Вӑл час-часах ман пата пыратчӗ, Европӑри лару-тӑрусем ҫинчен, хам ҫитсе курнӑ ҫӗршывсенчи законсемпе унта пурӑнакан ҫынсен йӑлисемпе шухӑш-кӑмӑлӗсем ҫинчен тата вӗсен наукисем ҫинчен ыйтса пӗлетчӗ. Картишӗнче хӗрарӑм кӑшкӑрса ҫухӑрса яни илтӗнчӗ. Вӑл хӗрхенмесӗр, ҫиленмесӗр, пурӑнӑҫа ӳпкелесси-тӑвассине хӑй пӗлсе тӑнипе савӑннӑ пек калать,ун сӑмаххисем ман шухӑшсем майлах пулсан та, — вӗсене илтни мана лайӑх маррӑн туйӑнать. Рейкиявикра пурӑнакан ҫынсем пирӗн хамӑрпа пӗрле тӗрлӗ япала нумай пулнинчен пӑртак тӗлӗнчӗҫ. Эсӗ мана кӳрентерекен усал шухӑшу ҫинчен ӑнлантарса пар. Тухтӑр, пуҫне аялаллах усса, куҫлӑхне тутӑрпа шӑлчӗ. — Анчах ҫырла пухасси вӑл арҫынсен ӗҫӗ мар. — Пӗлетӗп, — терӗ малалла Аркадий: — вӑл сире нихӑҫан та килӗшмен. Давыдовӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх куҫӗсене ӑшӑтса яракан телейлӗ кулӑ чупса иртрӗ, тути хӗррисене тем пекех сиввӗн шӑртлантарса тытма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл хӑйӗн савӑнӑҫне пытараймарӗ. Юрату, Алексей Вениаминович, ман шутпа, вӑл — эсӗ юратакан ҫын сана ырӑ сунни, анчах эсир мана ырӑ сунатӑр, ҫав хушӑрах усал тӑватӑр. — Кӑмӑла каять-и вӑл сире? Пуҫран чукмарпа ҫапнӑпа пӗрех пулчӗ пулас ку уншӑн. Агитпропра пулса иртнӗ ӗҫ пурне те хускатнӑ, судра пурӑнӑҫ йӑлисем ҫинчен ҫивӗч тавлашусем пуҫланса кайрӗҫ. Боримечка тавӑрса калас вырӑнне аллипе хӑйӗн мӑйӗ патнелле туртӑнчӗ. — Хӑрушӑ ӗҫ! Пӗччен кӑна юлса ҫакӑн пек асапа чӑтса ирттерме текех вӑйӗ ҫитес ҫук унӑн. Ҫак куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫни хӑйӗн хаярлӑхӗпе чи тискер ҫапӑҫусемпе танлашма пултарнӑ. — Тӑхта, эпӗ хамах… — терӗ Костя, ӑшчикӗ ҫуннипе ниҫта кайса кӗреймесӗр. Маттур кабардинец, хӑш урине малтан ярса пусма пӗлмесӗр, ҫунатланса ҫӳлелле хӑпарса кайма шутланӑ пек, пур урисемпе те харӑс тӗпӗртетсе илчӗ; анчах Лукашка ӑна мӑнтӑр аяккисем тӑрӑх саламатпа пӗрре ӗнтсе илчӗ, унтан тепре, виҫҫӗмӗш хут — вара кабардинец, шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса тата хӳрине тӑратса, тулхӑрса, кайри урисем ҫинче тӑпӑртатма пуҫларӗ те казаксен ушкӑнӗнчен темиҫе утӑм чухлӗ уйрӑлчӗ. — Ҫапла, ҫапла, пӗр суймасӑр калатӑп. Джим кӑшкӑрса ярса сиксе тӑчӗ! Ку вара — манӑн кил хуҫи, ӗлӗкхи йӗркепе пиҫнӗ казак, анчах халӗ колхозра завхоз пулса пурӑнать… Олизар ҫурма тайӑлу турӗ те, шпорӗсене чӑнклаттарса, мӑйӑхне малтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле сӑтӑрса ячӗ. Евдоксия ахӑлтатса ячӗ. Арҫын хулпуҫҫисене хускаткаласа илчӗ, каллех сӑхманне хупларӗ те хуллен кӑна:— Акӑ — лав килет… — тесе хучӗ. «Чӑнах та, — тесе шухӑшлатӑп хам ӑшӑмра, — мӗнех хӑрамалли пур вара? — Эрне патӗнче… Печӗҫ… — Икӗ арестанта, вӑрӑсене, тӗрмерен кӑларнӑ, вӗсене цинк бидона хупса хураҫҫӗ те — Марс ҫине, сӑнав ирттерме. Пӗр пытармасӑр калатӑп: сирӗн ҫинчен эпӗ хамӑрӑн вулакансене «эсир — американецсем пекех» текен шухӑша ӗнентерме тӑрӑшатӑп, анчах ҫакна тума пултарас ҫуккине туятӑп. Господасене йышӑнса илме крыльца ҫине дворовӑйсен ушкӑнӗ тухмарӗ; малтанах мӗнпурӗ те вуникӗ ҫулсене ҫитнӗ пӗр хӗрача кӑна курӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пӳртрен герблӑ шурӑ тӳмеллӗ, кӗл тӗслӗ ливрейлӑ куртка тӑхӑннӑ, шӑп та шӑпах Петр евӗрлӗ ҫамрӑк йӗкӗт — Павел Петрович Кирсановӑн тарҫи тухрӗ. Ҫынсем васкамасӑр, кахаллӑн, тем ҫинчен шелленӗ пек пулса саланчӗҫ. — Ун пек пулсан, пире час-часах шӑпланса ларма тивӗччӗ. Хӑй Воропаевран темӗн пытарнине вӑл пӗлни ҫинчен, илтсен, Лена хӗрелсе кайрӗ. Вӗсене ваттисем курсан: «Ку вӑл турӑ пӳрни…» терӗҫ. Ирхине, тумланнӑ май: «Пирӗн пурнӑҫ — вӑйӑ!» тесе юрланине те никам та илтеес ҫук ӗнтӗ. Лукашка, черкескине хывса, ҫыран хӗррине пырса тӑчӗ. Тӑхта! Урядник мана ҫӳллӗ ҫыран ҫумӗнче, крепость хӗрринче ларакан пӳрте илсе кӗчӗ. Тӗпелерех иртсе лар, хаклӑ хӑна пулӑн! Поляницӑн хуратут пуснӑ сарлака пичӗ ҫинче чее кулӑ ҫиҫет, пӗчӗк хура куҫӗсем кӑмӑллӑн йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Анчах капитализм секторӗ те ҫапах промышленноҫра 20 процентран кая мар тытӑнса тӑнӑ. Ун кунта килмелле мар. Чекист унӑн кӗсъи ҫине пӑхса илчӗ, ҫамки ҫинчи тарне кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ:— Кӗме пултаратӑн пулсан, тӗрӗсле, — терӗ вӑл, нимӗнле мар пулса. Лайӑх ҫынсем нумай вӗт, шыраса анчах пӑх — тупатӑн! — Шуҫӑм килсен вӑкӑрсене тупайӑпӑр-и эпир санпа иксӗмӗр? — ыйтрӗ вӑл Варьӑран. — Доктор, эпӗ ыран сире тӑватӑ сехетре кӗтетӗп; лашасем хатӗр пулаҫҫӗ… Кедр йывӑҫҫисенчен ҫӗнӗ мачта лартас шухӑша ирӗксӗрех пӑрахмалла пулнипе Крозе киввисенех юсама хушнӑ. — Сталин. Иван Иваныч тӑрӑхла сак ҫинче аллине хыҫалалла тытса, йӑмӑк калаҫнине ним чӗнмесӗр итлесе ларать. Халӗ вӑл «каюра хулине», хӑйсен ҫӗрпӳртне хӑвӑртрах ҫитесси, протезсене хывса пӑрахса койка ҫине тӑсӑлса выртасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ. Акӑ пирӗн вӗҫсе каяс вӑхӑт ҫитрӗ. Чӑн та Саня-и? Телее тытма ҫук. — Тискер пус, ҫакна турӑ нихӑҫан та, хӑвӑн пӗтӗм ӗмӗрунта та сана каҫарас ҫуккине ӑнлантӑн-и эсӗ? Пӗччене нумай кирлӗ мар. Караван пуҫлӑхӗ, усал Ибн-Хамис араб, Дикпа хуралҫӑ ҫапӑҫнине чараканни, хӑйӗн кӗтӗвне тимлӗ сӑнать. — Эсир виллине курнӑ-и? — татах ыйтать прокурор. Ҫапах та такам хӑйне вӑрттӑн сӑнанине Алексей пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе сисет. Вӑл килсен, мана пӗлтерӗр ҫеҫ. Хӑйсен турри кунта пачах кирлӗ мар, мӗншӗн тесен барометр йӗппи, ҫанталӑк улшӑнасса кӑтартнӑ тӗле ҫитсе, хытсах ларнӑ. Каҫхи апата питӗ аван ҫирӗм те, тӑнӑм-пуҫӑмпа та, ӳт-пӗвӗмпе те ывӑнса халтан кайнӑскер, ҫар урайнех выртса ҫывӑртӑм. Темиҫе минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнмесӗр аптраса тӑтӑмӑр; юлашкинчен доктор Грушницкий еннелле ҫаврӑнчӗ те сӑмах пуҫларӗ: — Эсир иксӗр те ҫапӑҫма хатӗр ӗнтӗ, ҫав майпа хисеплӗх умӗнчи парӑмӑрсене те татӑр, халӗ акӑ калаҫса татӑлӑр та, ҫавӑнпа юн тӑкмасӑрах ӗҫӗре пӗтерме те пулӗ, тесеттӗм эпӗ, — терӗ доктор. Мими кӑшкӑрса, мана пӑрӑнма хушать, унсӑрӑн таптаса кайӗҫ, тет. Санин унпа юнашар вӗҫсе пычӗ, шарлаксем, картасем, пӗчӗк шывсем урлӑ сиксе каҫрӗ, пута-пута ларчӗ те тапаҫлана-тапаҫлана сиксе тухрӗ, сӑрт тӑрӑх анаталла та тӑвалла вӗҫтерчӗ, яланах ун пит-куҫӗнчен пӑхрӗ! Ниушлӗ ӗҫленипе ыратать? Ура та ҫавӑн пекех чиксе, вутпа пӗҫертнӗ пек чӗпӗтсе ыратать… Ку мӗншӗн апла? Кэмден-Бриджера пулса иртнӗ усал ӗҫ ҫинчен хыпар сарӑлнӑ хыҫҫӑн унччен алӑкӗсемпе чӳречисене ярах уҫса ҫывӑракан кашни колонистах хӗвел аннӑ-анманах мӗнпур питӗркӗчӗсене тӗрӗслесе тухакан пулчӗҫ. Аслӑрах ачасем тростник сахӑрне аса илтерекен сарӑ хӑйӑр ҫинче йӑшӑлтатаҫҫӗ; хӑйӑрне вара кӗркуннех сапса хӑварнӑ пулмалла. — Ох, инкесем совет влаҫне ытла та хӑвӑртах манса кайнӑ-ҫке эсир. Анчах сире вӑл ҫакӑншӑн каҫармастех! — Лайӑх ҫын пулмалла! — терӗ Саша, ӑна йӑл кулса тӑракан пысӑк куҫӗпе пӑхса ӑсатса. Тӑваттӑмӗш ҫул иксӗмӗр те хамӑрах ӑнкартӑмӑр: пӗр-пӗрне ӑнланма, пӗр-пӗринпе килӗштерме эпир пултараймастпӑр. Ҫул ҫинче эпир Энскран илсе тухнӑ япаласене пурне те тенӗ пекех улӑштарса, ҫисе ятӑмӑр. Савельич, калама ҫук тӗлӗнсе, аллисене сулса илчӗ. — Мӗн вара? Арҫын ура ҫине тӑрса ун патне пычӗ те, пӗшкӗнсе, хуллен кӑна:— Ҫав ҫынна паллатӑр-и? — тесе ыйтрӗ. «Нивушлӗ? Апла калани Вышимирскине килӗшсех те каймарӗ пулас. Ҫӑкӑр, христа-ради, пар-ха ҫӑкӑр. Пирӗн ҫинче, эпир хамӑр крепосте пиратсенчен сыхланӑ чухне ҫӗкленӗ яланах вӗлкӗшет. — Мур илесшӗ сивви! — мӑкӑртатса ятлаҫрӗ Боримечка. Пӗрреччен эпӗ, кинӗсен хутне кӗрсе, Хорӗн кӑмӑлне те ҫавӑрса, ку ӗҫе ӑна та хутшӑнтарма хӑтланса пӑхрӑм; анчах вӑл мана хирӗҫ лӑпкӑн: «санӑн ун пек кирлӗ-кирлӗ марпа… аппаланас килет-и вара, — ан тив, харкашчӑрах хӗрарӑмсем… Иртсе пыраттӑмччӗ те, курах кайрӑм — чӑпар чӑхӑ ҫӳрет! Паян? — Питӗ лайӑх. Урӑх вара эпир кун пирки калаҫмарӑмӑр. Ларкӑҫ ҫинчи ашӑк пӗркеннӗ жидран ҫумӑр чӗреслетсе тӑкӑнать. Кӑштах чӗнмесӗр ларсан Скайльс иккӗленерех ыйтрӗ: — Эсир Марс ҫинче чӗрӗ чунсене тупас шухӑшлӑ-и. Тепӗр станцире эпӗ темӗнле ырӑ кӑмӑллӑ арҫынпа хамӑн вырӑна улӑштартӑм. Манпа вара ҫухалмастӑн! Акӑ, сӑмахран, эпӗ агрономсен журналне ҫырӑнса илеттӗмччӗ, ҫавӑнта пӗр питех те нумай пӗлекен ҫын, леш, студентсене вӗрентекеннисенчен, ҫапла ҫырнӑччӗ: ҫӗр ҫап-ҫара выртсан, ун ҫине юртан тунӑ тумтир витмесен, ыраш калчи шӑнать кӑна мар, пӗтсех ларать, ҫӗр ҫуркаланса каять те хӑйпе пӗрле калча тымарӗсене те таткаласа пӗтерет, тенӗччӗ. Халима тӑрӑшса пӑхни тыткӑнри пурнӑҫа чылай ҫӑмӑллатрӗ. — Пытармалли ҫук ӗнтӗ — ҫӑмӑлах мар ӑна. Кунта ҫурта та ҫук. Эпӗ ҫӗрле тӑхӑнакан калпакпа (манӑн шлепке тахҫанах ҫӗтӗлсе пӗтнӗччӗ) сулма пуҫларӑм, утрав хам тӑракан чуллӑ сӑрт патне ҫывхарсан, пӗтӗм сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнтӑм. Тепӗр темиҫе минутран эпӗ утравӑн хам енчи аякӗ ҫине халӑх ушкӑнӗ пухӑннине асӑрхарӑм. — Чӗлхесӗрри ӑҫта вара? — Мана мӗн ӗҫ! — кӑшкӑрса тӑкрӗ майор, ура ҫине тӑнӑ май: — сирӗнпе, тӳре ҫынсемпе вылятӑп эпӗ, унпа мар. Вӑл ҫемҫен ҫапла каларӗ:— Эсир мана пӗтӗмпех каласа памарӑр-ха, манӑн ывӑлӑм, — терӗ. — Лайӑх вӗренетӗн-и эс? Вара эпӗ каллех этемле пурӑнма пуҫланӑ пулӑттӑм… Калӑн ҫав, вӑл ҫак историне кун-чул пулса чи пирвай илтет, ӑна ҫитӗнтерес тесе Мэри мӗн-мӗн тунисене, тата ӑна пулах, аппӑшӗ мӗн чухлӗ асап курнисене тин ҫеҫ тавҫӑрса илчӗ, тейӗн. — Пӗлесшӗн эпӗ — савӑнатӑн-и? Ҫав кунсенче тӑван ҫӗршыв та мана пит ҫывӑхчӗ, хам вӑй-хӑватӑма та ытларах шанаттӑм, паттӑрлӑхӑм та чака пӗлместчӗ… Унтан вӗсем иккӗшӗ те крыльцаран аяккалла пӑрӑнса тӑчӗҫ. — Такмаксем нумай пӗлетӗн эсӗ, — тӗлӗнет хуҫа, пӗчӗк старик ӑна хирӗҫ мухтанса пакӑлтатать: — Ала! Мӗнпур полячкӑсем пекех, ку хитре хӗрача питех те ҫӑмӑлттай иккен, анчах ун куҫӗсем, витӗр куракан ытарма ҫук куҫӗсем ҫын ҫине улшӑнмасӑр тенӗ пек нумайччен тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Чӗр инкек! — Мисс Пойндекстер, вӑл сиксе каҫаймасан вара? — шанмасӑр ыйтрӗ мустангер. Вӑл Джерсее пырса кайнӑччӗ. Тахҫан чӗрене савӑнӑҫпа тултарса тӑракан асаилӳсене текех вӑл пӗр килӗшӳллӗ туйӑма пӗтӗҫтерме пултараймарӗ. — Тарӑр! — кӑшкӑрчӗ Дик Сэнд Уэлдон миссиса. Пурте умра. Чура сутуҫисем шикленни тӗрӗсех иккен. Кунта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсенчен темиҫе ҫул каярах Камерон кӑнтӑртан, Стэнли ҫурҫӗртен Хӗвеланӑҫ Африкӑн тӗпчемен вырӑнӗсене ҫитсе курнӑ, вара, ҫын суту-илӗвӗн пӗтӗм хӑрушлӑхне ҫырса кӑтартса, чура сутуҫисен халиччен ҫын курман тискерлӗхне тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Ҫак ирсӗр суту-илӗве хӳтӗлекен Европӑран килнӗ чиновниксен сутӑнчӑклӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫакӑн пек лару-тӑрушӑн кам айӑплӑ пулнине те тӗллесех кӑтартнӑ. — Вара эпӗ, Сен-Жерома вӗренме каятӑп тесе каласа, хам патӑма ҫӳле хӑпартӑм, анчах тӗрӗссипе вӗренме мар, ҫылӑх каҫарттарма кайиччен (унччен сехет ҫурра яхӑн ҫеҫ юлчӗ ӗнтӗ) хамӑн ӗмӗрӗм тӑршшинчи тивӗҫӗмсемпе ӗҫӗмсен расписанине тума, хам пурнӑҫӑн тӗллевне тата пӗр пӑркаланмасӑр пурнӑҫласа пымалли правилӑсене хут ҫине ҫырса хума шут тытрӑм. Икӗ пӗчӗк ненец тирпе туллатнӑ тумтир тӑхӑннӑ, ҫаннисем те хупӑ, хӑйсем пингвинсем пек курӑнаҫҫӗ, вӗсем ҫыран хӗрринче вылятчӗҫ, эпӗ вӗсен ашшӗ-амӑшӗпе калаҫса тӑраттӑм, амӑшӗ хӗрача пек пӗчӗккӗ, ашшӗ те ҫавӑн майлӑрах, пуҫӗ унӑн тухарах тӑран малица пек, хӑмӑртарах. Анчах кам-ха вӑл, ҫак путсӗр? Сак сухаҫӑ, пулӑҫӑ, ҫав вӑхӑтрах ют вӑрмансене вӑрттӑн сунара ҫӳрекен ҫын, хӑйӗн королӗсене, улпучӗсене, пупӗсене, хӑйӗн пыйтисене юратаканскер, пушӑ ҫыран хӗрринче салхуллӑ шухӑша кайса сехечӗ-сехечӗпе тинӗс шавланине итлесе тӑма пултарать. Мӗншӗн-ха вӑл алла? — Кӑштах аяларах тӗллевӗ пулсан, етре унӑн пуҫне татса кайнӑ пулӗччӗ. Лашана йӗвенӗнчен тытса яшт тӳрӗ тӑракан салтак кӗсрене пӑхакансем ҫине сиксе утланма хатӗрленнӗ пекех тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. — Колхоза, — персе ячӗ Воропаев пуҫне чи малтан мӗн пырса кӗнине. Амӑшне хул айӗнчен тытса, вӑл каллех каллӗ-маллӗ утма тытӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн вигвамне канма кайсан, халь кӑна ҫуралнӑ ача ятне пӗлтӗрччӗ. Ха, эпӗ паллатӑп-ҫке сире! — терӗ хӗрарӑм хуллен. Эпӗ Саньӑран Петька карточкине ыйтсан вӑл пӑлханса кайнине, унтан ҫавӑнтах, алӑк хыҫне тухса кӗсйинчен кӑларнӑ пекех ҫав карточкӑна питӗ хӑвӑрт илсе килнине, ирӗксӗрех аса илтӗм. Анчах нимӗн те тухмарӗ… — Юланутпа сунара ҫӳремешкӗн эпӗ ухмах мар. Тата вӑл хӑй хуҫалӑхне те начар тытса пымасть, арҫын пулӑшмасан та ҫӑмӑллӑнах йӳнеҫтерсе пурӑнма пултармалла. Анчах Бак Гаркнес пек пӗр-пӗр ҫурма этем: «Линчлас ӑна, линчлас!» — тесе кӑшкӑрсан, эсир каялла чакма хӑратӑр, мӗншӗн тесен хӑвӑра хӑравҫӑ теме пултараҫҫӗ, тӗрӗссипе ҫак сӑмах сире питӗ тивӗҫлӗ, ҫапла вара, эсир ҫуйхашма тытӑнатӑр, ҫав ҫурма ҫын аркинчен тытса урса кайсах кунталла чупатӑр, паттӑрла ӗҫ тӑватпӑр тесех шутлатӑр хӑвӑр. — «Кӑшт ҫӑмӑлланчӗ пек…» Рене-Жан ҫирӗппӗн утса ун патне ҫитрӗ те ӑна пӗчченех пӳлӗм варрине сӗтӗрсе кӑларчӗ. Унтан, пукана аналой ҫумнех шутарса лартрӗ, ун ҫине хӑпарса тӑчӗ, аллисене сулса икӗ чӑмӑрне те хыттӑн кӗнеке ҫине хучӗ. Вӗсем эпӗ паттӑрри тата ырӑ кӑмӑлли ҫинчен мухтаса темӗн те пӗр каласа пӗтерчӗҫ, кайран хӑйсен ҫӗршывне пырса курма мана императорӗ ячӗпе чӗнчӗҫ. Анчах шӑллӗ, хӑйӗн шухӑшӗсем айне путса, унӑн сӑмахӗсене илтмерӗ пулас; вӑл сасартӑк, вӑраннӑ пек пулса, хӑйӗн илемсӗр кӗлеткине силлесе илчӗ; ряси ун ҫинчен хура юхӑмсемпе шуса анчӗ, тутисене чалӑштарса, вӑл, ҫилленнӗ пек пулса, питӗ те уҫӑмлӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Килеҫҫӗ те, манран: вӗрент! — тесе ыйтаҫҫӗ. — Ҫук, — кӗскен ҫеҫ тавӑрнӑ арӑмӗ. Ҫук, калас тетӗн пулсан, хӑй патне кайса кала… тӳрех куҫран кала! Юрату Кайран эпӗ ҫакна пӗлтӗм: Софья Ивановна ҫемьеллӗ пурнӑҫшӑн ҫуралнӑ сайра тӗл пулакан ҫамрӑках мар хӗрарӑмсен шутне кӗрет-мӗн, анчах ҫав хӗрарӑмсене шӑпа ку телее пӳрмен те, ҫакна пула вӗсем ачисемпе упӑшкисемшӗн хӑйсен чӗрисенче тахҫантанпа усранӑ, ҫитӗнтернӗ тата тӗреклетнӗ юратӑвӑн мӗнпур вӑйӗпе хӑйсем суйласа илнӗ ҫынсене пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен савма тытӑнаҫҫӗ. Кукамай хавассӑнах килӗшетчӗ, ҫу каҫах вара эпир, йӑлт кӗр пулса ҫитичченех, курӑксем, ҫырла, кӑмпа тата мӑйӑр татса ирттерӗттӗмӗр. Картишӗнчи пысӑк фига йывӑҫӗ айӗнче унӑн виле шӑтӑкӗ пулнӑ. — Начар мар! Хӗр вырӑн ҫинчен тӑрса, ҫара урисемпе ерипен пусса, диван патне утса пычӗ те, пӗчӗк ачана вырӑн тӳрлетсе панӑ пек, унӑн минтерне тӳрлетрӗ, одеялне урисем айне ҫавӑрса чиксе хучӗ. Эпир Соацерӑна — ӑссӑрла шанӑҫсемпе анархи йӑвине — аркататпӑр, унта, унта ҫуралнӑ тискер план — Ҫӗрпе хутшӑнӑва кӗресси… Эсӗ те, ҫаван пек, мана хӑвӑн вырӑнна илсе тӑрат та шухӑшласа пӑх. Сире куҫсӑр хӑварнине совет ытла ҫӑмӑл наказани тесе шутлать пулсан, каярахпа йывӑртарах приговор йышӑнма яланах вӑхӑт пулать, терӗ вӑл ырӑ кӑмӑлӗпе. Эпӗ вӑхӑтсӑр карчӑк пултӑм! — Машинист помощникӗ. Йывӑҫ тӑлӑсем, сӑнчӑрсем, ӑнланмалла мар хурӑмлӑ ҫӗҫӗ — кусем йӑлтах чура сутуҫисен япалисем. Унӑн хваттерӗнче вӑрттӑн типографи тунӑ пулнӑ та, жандармсем кун ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, ухтарма пырсан, Софья, вӗсем пыриччен пӗр минут малтан кӑна горничнӑй пек тумланма ӗлкӗрнӗскер, хӑйӗн хӑнисене хапха умӗнче тӗл пулса, килтен тухса кайнӑ; вара хӗлле, шартлама сивӗре, ӑшӑ тумтирсӗр, пуҫне пӗр ҫӳхе тутӑр кӑна ҫыхса, аллине краҫҫын ямалли шуҫ савӑт тытса, хулан пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне утса тухнӑ; тепрехинче вӑл ют хулана хӑй палланӑ ҫынсем патне кайнӑ та вӗсен хваттерне картлашка тӑрӑх хӑпарнӑ чух унта жандармсем ухтарнине сиснӗ. Тикӗт юхтаракансем хӑйсен ӗҫне пӗтернипе кӑмӑллӑн таврӑнчӗҫ. Часах вӗсене хӗвел пӗҫертме пуҫларӗ, вӗсем тӑчӗҫ те салхуллӑн хӑйсем валли ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Анчах вӗсенчен пурте кӗрлекен сасӑллӑ кӗлмӗҫсемпе ремесленниксем пулман-ҫке, суккӑрланасса та вӗсем пурте ватлӑх ҫитсен тин суккӑрланман. Унтан, ҫурхи шыв-шур пӗвене пырса аркатӗ те сана ӑҫта та пулин тип ҫырма вӗҫнелле сӗтӗрсе кайса пӑрахӗ, — пӗтрӗн вара, санӑн ӗмӗрӳ иртсе те кайрӗ!» Вӑрҫӑра ӑна такӑшӗ улӑштарса хунӑ тейӗн. Эмиль хытӑ чупса кӗнипе Леноре фрауна вӑратрӗ… — Мӗн эс кичеммӗн пӑхатӑн? — ыйтрӗ Рыбин, ӑна аллипе чӗркуҫҫинчен ҫапса. Вак помещик шултринчен усалтарах. Вӑл сӗтел ҫинелле пӑхса тӑрать, унӑн куҫне тем пысӑкӑш ҫӗр талкӑшӗ курӑнать, унта, ӑҫта пӑхнӑ унтах, пысӑк тимӗр куписем, пуҫ шӑммисем сапаланса выртаҫҫӗ, пур ҫӗрте те вутӑ ялкӑшса ҫунать. Ҫуркунне! Ҫавӑнтах тата вӑл тепре те ҫавӑн пек пулнине астуса илнӗ. — Ҫунать мужик! — терӗ амӑшӗ хуллен, вӗсем хыҫӗнчен шухӑшлӑн пӑхса юлса. Мана кӗтсе илекен, хирӗҫ тухакан-мӗн пулмарӗ. — Салтаксене пурне те пӗр колоннӑна йӗркелесе тӑратӑр. Ан тив, пурте пӑшалӗсене авӑрлаччӑр та атакӑна кӗме хатӗр тӑччӑр. 5) Пиллӗкӗмӗш тӳрлетӳ 33-мӗш статьяна тивет. Вӑл пӗр татӑлми Уэлдон миссис ҫинчен шухӑшларӗ. — Акӑ эп тесен — сирӗн ҫинчен пӗтӗмӗшпех пӗлетӗп — пӗтӗмӗшпех! Ну, вот, тӗрӗслесе пӗтеретпӗр те ҫавӑнтан — ман пата: эрех, закуска, хӑш чух — манран, хӑш чухне — вӗсенчен, вара — тайкаланма тытӑнатчӗҫ, выляма пуҫлатчӗ Руҫ! Мӗн кӗтнине вӑл хӑй те пӗлмерӗ, анчах чӗри ун, паллӑ мар киленӗҫе сиссе, пылаккӑн-пылаккӑн, ачашшӑн-ачашшӑн нӑйкӑша-нӑйкӑша илчӗ. Усӑллипе усӑллӑ маррине шайлаштарса пӑхсан, усӑллӑ мар иккен, ҫавӑнпа ҫуратмасан лайӑхрах та. Эсир пыратӑр-и, халех пыратӑр-и? Юрату сӗмӗ килсе хупланипе вӑл хӑйӗн савни ыттисенчен урӑхла, тен, хӑйне ытла та хытӑ шанакан тата, паллах, хӑйне ытла та юратакан ҫын пулнине курман. — Хывма пултараймастӑп. Тепӗр енчен ӑна чуптумашкӑн Валька туртӑнчӗ те, эпир унпа ҫамкасемпе ҫапӑнтӑмӑр. — Ийя, ак мӗнлерех хурӑнташсем эпир, — тӑсрӗ вӑл малалла: — Иван Иваныч князь ман тӑван пичче пулать, вӑл сирӗн аннӗрӗн пиччӗшӗ. Христофор атте пӗр самант куҫҫулӗ тухичченех чӗтрене-чӗтрене кулчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Колорадо шывӗн улӑхӗ паҫӑртанпах каҫӑн чаршавӗпе хупӑрланса пӗркеннӗ. Тӑпра куписемпе картламӗсен тата сӑрт тӳписем анчах анакан хӗвелӗн чалӑш урисемпе ҫуталса ялтӑртатаҫҫӗ. Вара вӑл парӑннӑ. Ах, мӗн-ма тумарӗ-ши ҫакна вӑл ун чух? — Бензин — хаклӑ япала, пуринчен ытла хальхи вӑхӑтра. Вӑл выҫӑ кашкӑр пек ҫинине пӑхсан тӗлӗнӗттӗр эсир. Чи юлашки ретре хӗрарӑмсенчен тахӑшӗн чӗрӗлти кулли тата шӑв-шав ҫаплах чарӑнмасть-ха. Политикӑлла ӑнланулӑх ӑҫта санӑн? Старике курсанах тата унӑн сассине илтсен, ӑна ҫав тери уҫӑ та савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ. — Дегтярев мулкачӑнни пек вӗт шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ. — Эсӗ йӑваш ҫеҫ мар, тӗлӗнтермӗш те иккен. Хӑратса пӑрахрӑн эсӗ ӑна. — Кунта, кунта, ман хыҫҫӑн пырӑр, «вертестер герр коллега», — хушса хучӗ вӑл авалхине аса илсе. Илья Артамонов киле савӑнӑҫлӑ, ҫамрӑкланса таврӑнчӗ; вӑл сухалне кастарнӑ, хулпуҫҫийӗсем тата та ытларах сарӑлнӑ, куҫӗсем те ӗлӗкхинчен хытӑрах ялкӑшаҫҫӗ, — вӑл пӗтӗмпех ҫӗнӗрен туптаса тунӑ плуг пек пулса тӑнӑ. Ҫапах та эпӑ ӑна хирӗҫ тӑма хӑйрӑм. Экипажа, пӗтӗмӗшпе тенӗ пекех, хам енне ҫавӑртӑм. Эпӗ те сак ҫине лартӑм. Сана «чӑх куҫӗ» пулчӗ… Эсӗ тата сан ӗҫ мар, тетӗн. — Епле мӗн тума? Макар, шӗвӗр пӳрнине хутлатса, чӳрече хашакӗнчен илтӗни-илтӗнми шаккарӗ, кӑштах тӑрсан, ӗнтрӗк ҫутинче Андрей питне асӑрхарӗ, тухма чӗнсе, аллине сулчӗ те наганне кӑтартрӗ. Вӑл хӑй патӗнче пурӑнакансене епле пулсан та сайрарах курма тӑрӑшнӑ, анчах лешсем ытларах та ытларах ӑна хирӗҫ тӑнӑ, вӑл ытларах та ытларах пӑшӑрханма пуҫланӑ. Хӑшпӗр чух эпӗ ун патне пыма хӑяттӑм, вӑл куҫӗсене йывӑррӑн ман ҫинелле куҫарса пӑхатчӗ: — Мӗн? — Ан кай, — терӗ пӑшӑлтатса Петр дворнике, ун умӗнчен алӑк патнелле чакса. Озеров хӑй ӑҫта пырса лекнине, танк ҫинче мӗнтен тытса пынине чухламарӗ. Анчах эсир унӑн чӗлхине ҫемҫетмелле. Вӑл хӑваланинчен тарса хӑтӑлаймӑн! — Сирӗн ҫылӑх каҫарттармалла. Хам нихҫан та манас ҫук япалана хутшӑннине туйса, эпӗ те лӑпкӑн хӗпӗртетӗп. — Мӗнле лекнӗ-ха вӑл кунта? — ҫаврӑнса тӑрса ыйтрӗ Андрей. Грушницкий пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ӳсрӗ те, тарӑхса, кичеммӗн пӑхса тӑрать. Арҫынна ача ҫуратакан хӗрарӑм ҫывӑхӗнче пулма юраманнине Давыдов пит лайӑх пӗлет, анчах вӑл ҫаплах Кузнецовӑн лутра ҫатанӗ патӗнче хӑлаҫланса ҫӳрет, пушӑ урамалла тимлӗн пӑхать, хӗрарӑм йынӑшнине, вӑрӑммӑн ҫухӑра-ҫухӑра янине илтсе, хӑйшӗн ют ача амӑшӗн асапӗ чӗрине тивнипе матросла киревсӗр сӑмахсем каласа, хыттӑн мар вӑрҫа-вӑрҫа илет. Хӑшпӗр машинӑсен ячӗсене те пӗлме ҫук, мӗнле тип е марка пулнине те уйӑрса илмелле мар. Талькав, Гленарван хушассине кӗтмесӗрех, канмалли вырӑн шырама пуҫларӗ. — Пар-ха, хам ҫӗклем кӑштах. Эпӗ мӗн? Хӗрхенӗр мана! Хӑваласа кӑларса яр сысна аҫине! Санин чӑтлӑхалла пӑхса илчӗ. Сӑнӗ унӑн шӗвӗр сӑмсаллӑ, кайӑкӑнни пек, ӑна хускалман пысӑк куҫсем ҫутатса тӑраҫҫӗ. Ҫурҫӗр енчи утравӗ Ика-на-Маори, кӑнтӑр енчи — Тахаи-Пуна-Му пулнӑ. — Ӑҫтан сирсе яран, мӗнпур вӑйӗпе кӗпӗрленсе пынӑскере: пирӗннисене йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкрӗ, сикурсне ҫаплах памаҫҫӗ-ха. Ман телее, ку пуҫсӑр ача лектереймерӗ, лектернӗ пулсан, ман пуҫ шӑммине салатсах яратчӗ пулӗ. Хам шухӑшласа, хам ҫырнӑ дворянин Миргородри помещик Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов». — Ӑна пӗлетпӗр, Элен, — терӗ Гленарван хирӗҫ. Ҫапла эпӗ те, юррӑма тепӗр хут юсаврах ҫырса тухрӑм та, Швабрин патне ҫӗклесе кайрӑм. Аса илессе темиҫе ҫӗр хут та аса илнӗ эпӗ ӑна! Ваҫили Андрейч айӗнчен ӑна-кӑна илсен, Миките ҫуна хыҫне кайса тӑнӑ. Экспедицине лайӑх майласа янӑ. Вӑл Павел повесть ҫырнине пӗлсенех:— Эпӗ сире пулӑшма пит хавас, Корчагин юлташ. — Ачана Нацин ҫар академине илччӗр тесе, эпӗ тӑрӑшса пӑхатӑп; унтан вӑл юристпруденци ӑслӑлӑхне вӗренмелли чи лайӑх шкулта вӗрентӗр, ҫапла вара вӑл ҫав карьерӑсенчен кирек хӑшне те, тен, тӑруках иккӗшне те, хатӗрлесе тӑтӑр», — тенӗ. Ку этем хаксене те хӑй палӑртать, никама та шырамасть, никама та пӑхӑнмасть; сӑн-пичӗ, кӗлетки чаплӑ мар пулин те, унӑн пӗтӗм хусканӑвӗнче, саламатне мӗнле тытнинче те хӑйӗн вӑйне туйни, пӗтӗм ҫеҫенхире пӑхӑнтарса пурӑнни сисӗнет. Анчах ку пире кирлӗ мар. Пурте ҫапла та, ҫапла мар та пулнӑ. Пирӗн паллашас пулатчӗ. — Кеме юрать-и? — илтӗнсе кайнӑ алӑк хыҫӗнчен Люба сасси. Ректор-атте, Монтанелли каноник, ҫырма чарӑнса, хут листисем тӗлне пӗшкӗннӗ хура ҫӳҫлӗ пуҫ ҫине юратса пӑхса илчӗ те:— Тупаймастӑн-и, corino. Лешсем халь тикӗт сӗрнӗ аттисене хӑйсен айне хӗстерсе пурҫӑн тыттарнӑ дивансем ҫине ларнӑ та табак туни теекен чи хаяр табак туртса лараҫҫӗ. Карап лапам шайӗнче ҫакӑнса тӑрать. — Тӗлӗнмелли те ҫук, — тесе пӳлчӗ ун сӑмахне Игнатьева, — пролетари ҫамрӑкӗсем кунта ҫукпа пӗрех. Юлашки сӑмахне калас тесе вӑйне куҫне хупса пуҫтарассӑн тӑратчӗ вӑл. Эпӗ, кашни самантрах хама ӳпӗнтерсе хурасса кӗтсе, мӗнпур вӑйӑмпа ишетӗп. Ҫак выльӑхсем те сирӗн ҫӗршывӑрти ҫынсем вӑрҫакан сӑлтавсем пиркиех пӗр-пӗринпе хирӗҫеҫҫӗ. Никита манаха кайма хатӗрленет… Ӗҫлет, ӗҫлет, урра! Ма ҫӗр ҫӑтмасть ӑна!» — тет. Оленин хулпуҫҫисене пӑркаласа хӗссе илчӗ те хӗрелсе кайрӗ. Ҫакнашкал пӗр вунӑ минутсене майлӑ иртрӗ. Ҫиле хирӗҫ, вӗресе тӑракан кӑвак пӑтранчӑк ҫанталӑк витӗр эпӗ куҫсене хупса утса пыраттӑм та — сасартӑк ҫула урлӑ выртакан этемрен такӑнса ӳкрӗм. Вӑл хӑйпе калаҫакан ҫынӑн чӗлхине ӑнланнӑ пек туйӑннӑ. Ҫапӑнкӑҫсем чӑлт та чалт чалтлатаҫҫӗ, Лбовӗ вара, сассипе хавассӑн вӗҫкӗнленсе, каллех янӑраттарать: — Ур-а-а… т-не! Унччен те пулмарӗ, часовой хӑйне алли-урисенчен хыттӑн ҫатӑрласа тытнине туйса илчӗ. Кӑшкӑрма та ӗлкӗреймерӗ вӑл, хӳме ҫумӗнчен аяккалла сирпӗнчӗ. Кунта, ытти ачасем ларма та хӑяйман кровать ҫинче, ҫар тумӗ тумланнӑ арҫын выртать. Ҫакӑн хуравӗ: правительство сывлӑш эскадрилйи ячӗ — арсенала тапӑнма. Тата ытти те сахал мар. — Ҫаплах ӗҫетӗн-и? — терӗ вӑл Оленин еннелле ҫаврӑнса. Кун пек ҫанталӑка эпӗ ӗнерех кӗтме пуҫланӑччӗ. Акӑ вӑл тин ҫеҫ юр ҫуса кайнӑ перрон ҫине тухрӗ, кӑшт ҫеҫ «Шепетовка 1-я» тесе ҫырнӑ вывеска ҫине пӑхса илчӗ. Унтан сулахая, депо еннелле пӑрӑнчӗ. Сасӑ янӑраса каять: мустангер капитан чарӑнма хушать. — Ҫак провинциалла пикниксене юратмастӑп эпӗ, темле вак-тӗвеклӗхпе ирсӗрлӗх пур вӗсенче, — терӗ вӑл. Йӗри-тавра пыл хурчӗсем канӑҫсӑррӑн сӗрлеҫҫӗ. Щукарь мучи сурӑхсем валли валашкасене утӑ-улӑм юлашкисем пӑрахса пачӗ, унтан, Титок хӑй патнелле ҫывхарнине асӑрхасан, карта патӗнчен вӑр-варах пӑрӑнса утрӗ. Вӑл пурӑнни нумай пулать ӗнтӗ, ватӑ ҫынсем ҫеҫ унӑн ятне астӑваҫҫӗ. Тепӗр вунпилӗк минутран «Пилигрим» шывра ишекен япаларан пӗр ҫур мильӑра ҫеҫчӗ. — Вӑл, хӑй мӗн тунине асӑрхамасӑр, чие ҫырлисене турилккерен карҫинкана калла хума пуҫларӗ… Хура расӑн сыхланса юлнӑ пайӗсем нумай-нумай йӑха пайланса сапаланнӑ. Вӗсем кашни ыйту ҫинех пӗр-пӗрне ҫакӑн евӗрле ответлеҫҫӗ, тепӗр чух пӗр ыйтусӑрах пӗртте мая килмен икӗ япалана ҫыхӑнтарса хураҫҫӗ, ҫак арӑш-пирӗше кирлӗ япала ҫинчен калаҫнӑ чухнехи сӑнпа калаҫҫӗ, — вара питӗ кулӑшла пулса тухать. — Ах! — тесе ячӗ труках географ. Кимӗ майӗпе ярӑнса ҫаврӑнать те гавань патнелле, фонарь ҫутисем тӗрлӗ тӗслӗ ушкӑн пулса кӗперленнӗ ҫӗрелле, мачта вуллисем курӑнакан еннелле каять. Качакана мар, хӑйне хӗненӗ пек, Женя хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ те хайхи хут чӗркемне салтса пӑхрӗ: «Ку ҫӑраҫҫи. Ҫӑвне те ирӗк парсамӑр ӗнтӗ пӗрлех… Мана каҫарӑр ӗнтӗ, эпӗ ӗҫлӗ-ха. Эсир палламастӑр-и ӑна, капитан? Лайӑх ял. Август уйӑхӗнче вӑл Флоренцие килнӗ, октябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗнтӗ ӑна кунта чӗнсе илнӗ комитетӑн тӑватӑ пайӗнчен виҫӗ пайӗ ун ҫинчен Мартини пекех шухӑшланӑ. — Атте. Пӑхатӑп та ҫапла, вӑл каллех шухӑша кая пуҫларӗ, аллисене каялла хуҫлатать те пӳлем тӑрӑх утса ҫӳрет; пӗрре хайхи никама каламасӑрах сунара тухса кайнӑ та ирччен ҫухалса ҫӳренӗ; ҫавӑн пек пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ, унтан вара тӑтӑшах ҫӳреме тытӑнчӗ… Хӑй вӑрӑм вӑл, анчах ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен вӑйсӑр. — Тархасшӑн, эпир хамӑрах майлаштарӑпӑр. — Мэри! — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ ҫамрӑк ҫын. Пӑхма тесен илемлӗ те, анчах ытла хӑрушӑ. — Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ Дик Сэнд, — тӑвӑл карапа айккинелле илсе кайма пултарнӑ, вӑл ӑҫтине пӗлме манӑн май пулмарӗ. Козельцов хӑравҫӑ пулман, правительство умӗнче те, полк командирӗ умӗнче те айӑплӑ пулман вӑл, нимӗн туса та айӑпа кӗмен вӑл, ҫапах та полк командирне, нумаях пулмасть хӑй юлташӗ пулнӑ полк командирне курсан унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ; ура ҫине пит мӑнаҫлӑн тӑрса итлерӗ вӑл каланине ку полковник. Тӑватӑ таркӑн уйах ҫути ҫутатса тӑнӑ тӗле пырса лексен, Фелим вӗсен ҫарамас учӗсене ҫутӑ-хӗрлӗ сӑрпа сӑрланине лайӑхах курса юлнӑ. Унӑн куҫӗсемпе кулли тӑрӑх вӑл чӑннипех те такама хытӑ курайманнине, такамран йӗрӗннине ӑнланса илме пулать, анчах ӑна, хӑйпашка та мӗскӗн кӗлеткеллӗскере, ҫакӑ пӗтӗмпех питӗ килӗшмест, ҫавӑнпа та Егорушкӑна ку йӑлтах юри тунӑ камит пек, хаклӑ хӑнасене култарас тенипе ҫеҫ Соломон ҫавнашкал йӗрӗнчӗклӗн пӑхнӑ пек туйӑнать. Итленӗ май, Воропаев темиҫе хутчен те пӗшкӗнсе рюкзакран аш консервисен банкине кӑларма хӑтланчӗ, анчах Корытов ӑна кашни хутӗнчех вӑйпа тенӗ пекех тыта-тыта чарчӗ. Укӑлча хапхинчен кӗтӳ, ылтӑн тӗслӗ тусан пӗлӗчӗ айӗнче кӗпӗрленсе, мӗкӗрешсе кӗчӗ. Хӑй салтак фуфайкипе, анчах картуссӑрах. Эпӗ ҫав ҫын мӗн тери мӗскӗн иккенне те, хӑй ырӑ кӑмӑллӑ курӑнасшӑн пулнипе те пӗлетӗп. Хӑйӗн группи тӑшмансенчен ҫӳлерех вӗҫсе пынипе усӑ курса, Федотов ӑна атакӑна илсе кайрӗ. — Эсир ырӑ-им вара? — Амнисти пулнӑранпа унта урӑх нимӗн ҫинчен те мар, пулас восстанисем ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, анчах эпӗ шансах каймастӑп. Ҫутҫанталӑк та ыйхӑран вӑраннӑ. Йӗри-тавра йӑлтах ҫутӑлнӑ. Кӑвак тӳпере юлашки ҫӑлтӑр та курӑнми пулчӗ. Хӗвелтухӑҫ енче тӳпе тата ытларах ҫуталнӑ. Ту тӑррисем вут-хӗмпе хыпса илнӗ пек палӑраҫҫӗ те вӗсем аякри пушар евӗр туйӑнаҫҫӗ. Ҫӳлӗкпе юнашар пысӑк чӳрече, икӗ рама; вӗсене пӗр-пӗринчен стойка уйӑрса тӑрать; чӳрече витӗр тӗпсӗр кӑвак пушӑлӑх пӑхса тӑрать, ҫурчӗ, кухни, эпӗ — пурте ҫав пушӑлӑхӑн хӗрринче ҫакӑнса тӑнӑ пек туйӑнать, хыттӑнтарах тапранса илсенех, пурте кӑвак, сивӗ шӑтӑкалла татӑлса анса каяссӑн, шыв ӑшнелле пенӗ чул анса кайнӑ пек, вилӗ шӑплӑхра ҫӑлтӑрсем ҫумӗпе таҫталла ним сасӑсӑр вӗҫсе каяссӑн туйӑнать. — Фратю господин, ан ҫилленсем, — сӑмаха хутшӑнчӗ Димчо пуп, — касса чиккелешнӗ хушӑра юн тӑкмасӑр пулмасть ҫав ӗнтӗ! Акӑ вӑл. — Кам вӑл Хорь? Акӑ Бак пӑшалӗ манӑн хӑлха тӗлӗнчех кӗрӗслетрӗ; Гарни пуҫӗнчи шлепке ыткӑнса кайрӗ. Метелыця, Шило, Пысаренкосем иккӗшӗ те, Вовтузенко, ыттисем те нумайӑшсем кӑтартрӗҫ хӑйсене. — Ҫакна шансах калатӑр-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Чирлӗ ҫын хӑй патне кӗретех вилӗм ҫитсе килнине сиссе, таврари ҫынсемпе ҫемҫерех калаҫнӑ. Чӑнах та, тӗнчере алла сывӑ ача тытнӑ ҫамрӑк та хитре амӑшӗнчен кӑмӑла ытларах килӗшекенни мӗн те пулин пур-ши вара? «Пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрлатса илет», — тесе пӗлтернӗ Феничка Дуняшӑна, анчах Дуняша ӑна хирӗҫ ассӑн кӑна сывланӑ та, урӑххи ҫинчен, «туйӑмсӑр ҫын» ҫинчен шухӑшланӑ. Базаров хӑй те туймасӑрах Дуняша чунне хаяррӑн асаплантараканни пулса тӑнӑ. — Доктор Ливси, пире пулӑшма яракан карапа эсир сквайрпа иксӗр тата миҫе эрнерен ҫитессе кӗтетӗр? — тесе ыйтрӗ вӑл. Эпир ӗмӗрлӗхех уйрӑлатпӑр; апла пулсан та, эсӗ шансах тӑма пултаратӑн, эпӗ нихҫан та урӑххине савас ҫук: чунӑм саншӑн хӑйӗн пӗтӗм хӑватне, пӗтӗм куҫҫульне те пӗтӗм шанчӑкне пӗтерсе хучӗ. — Савӑнӑҫлӑ ӗҫе каятпӑр, Ҫемен, ҫавӑнпа кулкалатӑп та. Назаркӑна ҫеҫ тутар арӑмӗсем тытнӑччӗ ӗнтӗ, чӑн! Кунта, кунта, — кӑшкӑрчӗҫ ун аллисем. Хӑйсене кунти аристократсем тесе шутлакансем вара, хапсӑннине кӑтартас мар тесе; ун тавра пухӑнчӗҫ. Берсенев питӗ хавшак чунлӑ ҫамрӑк ҫын пулнӑ. — Хӑш хӑлхари? — кӑшкӑрчӗ Лена. Москитсемпе Тытакансен йӑхӗсемсӗр пуҫне Хура Урасен тата урӑх йӑхӗсем те пулнӑ. Тӑшмана ҫӗнтерсе ҫуралнӑ ҫӗршыва тем чул пурлӑхпа, ӗмӗрлӗх чаппа савӑнӑҫлӑн таврӑнма кӗлтурӗ-ши е… — Машина мар ку — сӗрме-купӑс, турӑшӑн та сӗрме-купӑс! — шавларӗ вӑл, хӑйне сывлӑшра ытлашши иртӗннӗшӗн ятлама пикеннӗ инструктор сассине хупласа. Пурнӑҫ мар пиҫӗн, тытамак, кашни сасӑ, кашни шӑк-шак сехрене хӑпартать. «Мӗн калаҫатӑн эсӗ?» Ытла хаклӑ пулмасть-ши чашӑк-тирӗк ҫӑваканшӑн? Лозневой Костьӑна аллинчен ярса илчӗ. — Чи лайӑххи пирӗн обществӑра — патронесса, чи пархатарлӑ ӗҫ пирӗн обществӑра — патронессӑна кӑмӑл тусах тӑрасси, чи йывӑрри — патронесса кӑмӑлне каякан комплимент каласси, чи ӑсли — патронесса ҫине пӑхса, чӗмсӗррӗн, шанчӑксӑррӑн киленсе ларасси. — Тем мар, einen Kuss, ку тем мар, — илтӗнчӗ каллех ушкӑнтан. — Ih! der Sakramenter! — терӗ пӗр нимӗҫӗ, каҫса кайсах кулса. Марья Кириловна, ҫӳҫенсе илсе, ҫырӑва косынка айне пытарчӗ те, ашшӗ патне кабинета васкарӗ. — Вӑл Овечкинӑн йӑпӑлти куҫӗсене тӗл пулать. Халӑхран пуҫтарнӑ укҫапа экспедици ятӑмӑр тенӗ хыҫҫӑн, вӑл, именерех кӑна: шӑпах унӑн пуҫне «Норденшельд йӗрӗпе каяс» шухӑш пырса кӗчӗ, тет. Вӑл ман ҫине пӑхрӗ, пӗтӗмпех хаклас тесе, хӑрах куҫне те хупрӗ. — Эпӗ сана, Катюша, — ҫемҫе сасӑпа малалла каларӗ вӑл, — Римлянсен пӗр паллӑ сӑмахне аса илтересшӗн: «Хӑвӑн юлташу камне кала мана эсӗ, вара эпӗ сана ху камне те калӑп». — Туррӑн таса амӑшӗ, ҫӗр ҫинчи ҫут тӗнче, — тесе йывӑррӑн сывласа кӗлтӑвать кукамай. Акӑ мӗн, атте… * * * Такам мана Андрей Деренковпа, чухӑн, ансӑр урам ӗҫӗнче, ҫӳп-ҫаппа тултарнӑ ҫырма хӗрринче ларакан пӗчӗк ҫеҫ бакалей лапки хуҫипе паллаштарчӗ. Букин пиччӗшӗ, ҫӳллӗскер, шӑллӗ пекех шуранкаскер, енчен енне хӑвӑрт ҫаврӑнкаласа, аллисемпе сулкаласа ӗнентерме тӑрӑшрӗ: — Вулӑс старшини Клепанов ку ӗҫре хӑйӗн вырӑнӗнче мар… Развалихин аяккалла сирпӗнет. — Ҫапла, джентльменсем, — терӗ малалла капитан, — эпӗ мӗн сӗнме пултарнисем ҫаксем пулаҫҫӗ ӗнтӗ. Эпӗ е выҫӑхса, е бандитсен ҫӗҫҫи айӗнче вилӗп. — Профессор сасартӑк хӗрсе кайрӗ. Ытти помещиксем ӑна, мӑнкӑмӑллӑ ҫын тесе шутланӑ пулсан та, юратнӑ. Эпӗ унпа пӗр ҫулталӑк хушши аппалантӑм. — Чилирен Перу ҫӗршывне ҫӳрекен карапсем ҫак ҫыран ҫумӗпе иртмеҫҫӗ-и вара? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Хуҫа манран пӗр государство тепӗр государствӑна хирӗҫ мӗнле сӑлтавсем пирки вӑрҫӑ пуҫарса яни ҫинчен ыйтрӗ. Петрӑн сӑн-пичӗ малтанах кӗтмен хаваслӑхпа ҫиҫсе илчӗ, анчах каярахпа вӑл каллех тӳрккес салхуллӑхпа улшӑнчӗ. Аолсен виҫҫӗмӗш йышӗ ту айӗнче, экватор ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ, — унта ҫӗр айӗнчен ӗҫмелли шывлӑ гейзерсем тапса тӑнӑ. — Хе! Кусем мӗнлерех япаласем иккенне тата вӗсем мӗн тума кирлӗ пуласса Том Джима каларӗ. Симурден хӑйсем иккӗшӗ ларнӑ улӑм сарнӑ урайӗнчен тӑчӗ; ҫакна Говэн асӑрхамарӗ. Кӑна илтсен, Иван Никифорович, пуҫне ҫеҫ пӑрса, пикенсе итлеме тытӑнчӗ. Егорушка ку сӗнӳпе килӗшмерӗ, ун сывлӑшӗ капла та пӳлӗнсе ларнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл халсӑрланса ҫитнӗччӗ. — Мӗнле те пулин пухӑва пулас? Сире Грузире тупма шутланӑччӗ, акӑ, турӑ ӑҫта курмалла турӗ… — А, юрать! Ҫав вӑхӑтра Федя Мазин чупса килчӗ — унӑн сӑнӗ-пичӗ ҫиҫсе тӑрать, питҫӑмартисем ҫинче хӗрлӗ лаптӑксем курӑнаҫҫӗ. Ҫав ҫӗрпӳрт халь ӑна канлӗ, тирпейлӗ, чӑн-чӑн кил пек туйӑнчӗ. — Вӑт ку тӗрӗс. Акӑ вара манӑн сана тиркеме, пӑрахӑҫлама тивет. Шалта ҫурт-хуралтӑ ӗлкисем, — хуп-хура. Мӗншӗн тесен, куратӑн-и, ҫав Япушкин халӑх ҫинчен вӑрттӑн япаласем тата нумай ҫырса хунӑ, анчах вӗсем патшашӑн усӑллӑ пулман, ҫавӑнпа вӗсене пытармалла пулнӑ. Ҫав инҫетре кӑвакарса ларакан тӗмесем ӑна темшӗн тӑвӑлпа ҫӗкленнӗ Балтика хумӗсене аса илтерчӗҫ, вара вӑл кӗтмен ҫӗртен чӗрине килсе хупланӑ тутлӑ тунсӑха сирсе яма вӑй ҫитереймесӗр, ассӑн сывласа ячӗ те сасартӑк шывланнӑ куҫӗсене тӗмесем ҫинчен илчӗ… Унтан унӑн тӗлсӗр пӑхкаласа пыракан куҫӗсем тӳпере курӑни-курӑнми пӑнча асӑрхарӗҫ. Ҫакна та эсир шута илетӗр ӗнтӗ, тӗрӗс мар-и? — терӗ вӑл. Паркӗ вара — илемлӗ. Унтан вал ухӑ карӑнтарчӗ те каялла тайӑлчӗ (вилсе ӳкнех пулӗччӗ-и, тен…), анчах унӑн йӗри-тавра вӗлтрен кашлать, ҫавӑнпа вӑл вилӗ тӑма та пултарассӑн вӑрт-варт ҫеҫ сиксе тӑчӗ. Штурмлакан колонна пӗр тан утӑмсемпе пусса башня патне ҫывхарни илтӗнчӗ вӗсене. Алӑ гектар маслина, хӗрӗх гектар инжир тата теплицӑсем. Ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ генералсем пурте, унччен мӑнаҫлӑнрах уткаласа ҫӳрекенскерсем, хыпӑнса ӳкрӗҫ, лешне пуҫ тая-тая илеҫҫӗ, вӑл мӗн те пулин каласса, е кӑшт та пулин хускаласса кӗтсех тӑраҫҫӗ тейӗн, вӑл мӗн хушнине ҫавӑнтах чупса кайса тума хатӗр ӗнтӗ. Чӑн-чӑн каторга мар-и? — Вӑхӑт! — терӗ Софья та ӗшенчӗклӗн. Ах, Николай Аполлонович!.. Эпӗ ача чухне тӑраниччен ҫинине нихҫан та астумастӑп. — Чӑнах-и? — шухӑшлӑн ыйтрӗ Петр. Турӑ шеллерӗ-тӗр вӗсене, тен, Казондене урӑх ҫулпа илсе кайрӗҫ пулӗ. Малтан эпӗ мистер Морис килет пулӗ тесе шутларӑм. Юр пек сивӗ, кӗл пек тӗссӗрскерсем, вӗсем, пӗрмай тӑкӑнса, зала типӗ тусанпа йӑлӑхтаракан япаласемпе тултарчӗҫ пек. Ҫав сӑмахсем суйине пӗлсен, вӑл арӑмӗпе килӗшнӗ, анчах вӑл мана хисеплесси ӗмӗрлӗхех пӗтсе ларчӗ. — Мӗнле пулсан та ҫавнашкал пулатех ӗнтӗ. — Ҫав тери шел… — терӗ юлашкинчен хӗрача халӗ те ӗсӗклесе, хӑй ҫемҫе чӗреллӗ иккенне палӑртса. Вӑл ахаль тытса вӗлерни кӑна пулать. Ку юмахра мӗн тӗрӗсси, мӗн шухӑшласа кӑларни пур? Амӑшӗ, кӑкрине уҫса, ывӑлне хӑйӗн ӳчӗ ҫумне пӑчӑртать те, хӑранипе урам тӑрӑх васкаса утса, хуллен юрланӑ пек туса пырать: — О-о… о-о-о… о-о-о!.. — Ахӑртнех вӑл, лаша витенелле чупнӑ пек, унӑн карапӗ те хӑех ҫул шыраса Оклендалла пырать тесе шухӑшлать пуль, — тесе хучӗ майор. Илья хуллен кӑна:— Ухмахлӑха та ӑнланас пулать, — терӗ. Кичем пулать пулмалла. Анчах вӑл, темле ӑнланма ҫукла пӑчӑ ӳсӗрлӗхе путса, ун чӗри хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн та тӗп-тӗрӗссӗн тапнине ҫапла сехечӗ-сехечӗпе те итлесе лармашкӑн хавасчӗ. Кунта вара, кӑштӑртатакан хӑмӑшсем витӗр тухса, вӑл шыв хӗрринчи мӑкланнӑ чул ҫине ларчӗ те, хӑй нихӑш енчен те ҫынсене курӑнманнине тӗрӗслесе илсе, пӳрнисем хушшинче чӗтрекен ҫырӑва ҫавӑркаласа пӑхрӗ. — Ҫук, вӑл протестантка. Ҫапла-и? Тул ҫутӑлма пуҫланӑ ӗнтӗ, вӑл урамра кам та пулин хӑйне ҫурри ҫарамасскерне, курасран хӑраса, вӑтанса утать. Унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, хӑмсаракан алли ҫӳлелле хӑпарчӗ. «Мӗнле киревсӗр туйӑм иккен кӗвӗҫӳ туйӑмӗ! — терӗм эпӗ ӑшра. Ответ Кольхаун каланисене ҫирӗплетсе хурать. Ҫак хисеплӗ ҫынран эпӗ его величествӑран вӑл мана утрав ҫинчен тухса каймашкӑн ирӗк патӑрччӗ тесе йӑлӑнма ыйтрӑм. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл мана утрав ҫинчен ярасшӑн мар пулнӑ пулсан та, ҫапах вӑл эпӗ йӑлӑнса ыйтнине турӗ. Чӑннипе каласан, малтан вӑл мана питех те усӑллӑ сӗнӳсем пачӗ, анчах эпӗ ҫапах та, вӗсемшӗн ӑна тав туса, вӗсене йышӑнмарӑм. Пӗр минут хушшинче вӑл мана, вӗсем тӑварсӑр шыв ҫинчи швабрӑсем пулнине, хӑрушӑ ҫула кайнӑ чухне вӗсемпе ҫыхӑнма юраманнине ҫирӗплетсе пачӗ. Халӗ ӗнтӗ, тусӑм, эпӗ каласа паратӑп хам мӗншӗн сире курасшӑн пулнине. Унтан хур амине Лапшинов карчӑккин сӑмси айӗнченех ҫаклатса кайрӗ, ӑна картиш тӑрӑх сӗтӗрсе пычӗ, ача-пӑчасем вӗсене шӑхӑрса-ҫуйхашса ӑсатса ячӗҫ. Демка, хур ами пуҫне Лапшинов карчӑкки еннелле вӑркӑнтарса, пӳрте кӗрсе кайрӗ. Ваал-Гамонра, Ватн-эль-Хавӑн кӑнтӑр тайлӑмӗнче, Молох капищинчен авӑҫарахра, иҫӗм пахчи пулнӑ патшан; шухӑш калама ҫук вӑйлӑ пуснӑ сехетсенче патша унта пӗччен пулма юратнӑ. Христофор аттен чӗлхи йӑлтах салтӑнчӗ, вӑл калаҫрӗ те калаҫрӗ, кӑнтӑрлахи апатчен те чарӑнмастчӗ пулӗ, анчах юлашкинчен алӑк уҫӑлса кайрӗ те, Иван Иваныч кӗрсе тӑчӗ. Анчах япала ҫине эпӗ хам майлӑ пӑхатӑп — тӑрпалтай ҫынах мар-ҫке-ха эпӗ. Хуҫапа арӑмӗ каҫхи алат ҫиме пырса кӗчӗҫ, карчӑкӗ вӗсене каласа пачӗ: — Акӑ, пӑхӑр, ҫуртана пӗтӗмпех ҫунтарса пӗтернӗ, ҫуртне те ҫунтарса ярать… Ҫакӑн пек читока ярмарка кунӗ. Меркурий планетӑна мӗншӗн-ха курьер турӑ е хыпарҫӑ турӑ тесе ят панӑ? Эпӗ шӳт туса илтӗм: «Вӑрманта ҫар пуҫлӑхӗ пулма тилле хушсассӑн — тӗк нумай пулӗччӗ, анчах кайӑкӗ юлмӗччӗ!» — терӗм. — Ротӑпа мӗнле вара? Вӗсем ресторана кӗчӗҫ. Пӑван апат пама хушрӗ, анчах вӑл апатне пачах ҫимерӗ, ҫӑкӑра чӗпӗткелесе тата сӗтел ҫитти ҫӳҫине турткаласа, пӗрмай чӗнмесӗр ларчӗ. Уэлдон миссиса, Джека, Бенедикт пиччене ыттисенчен американец е португал хушнипе уйӑрчӗҫ текен шухӑш пуҫа пырса кӗчӗ унне. Ҫаратни пулать вӗт-ха ку? — Ерофей Кузьмич ӑшӗнче темскер татӑлса аннӑ пек пулчӗ. Тоня пурне те сывлӑх сунчӗ те сак ҫине ларчӗ. Тепӗр ирхине пӗтӗмпех паллӑ пулчӗ: Хӗвеланӑҫ фронтӗнче Василий Васильевичӑн пӗртен-пӗр ывӑлне вӗлернӗ иккен. Ҫук, вӑл ҫутални, тен, ҫӗр е пин ҫул каярах пулнӑ пуль, анчах унӑн ҫути ҫак паллӑ ӗҫ ҫинчен паян кӑна пире хыпар илсе ҫитерет. Уҫланкӑна кивӗ вӗрлӗксемпе тытнӑ карта икке уйӑрать, картин икӗ енне лартнӑ юписене пушӑтпа е ҫӳҫе хуллисемпе пӗтӗҫтерсе ҫыха-ҫыха хунӑ. Дрюрине ҫитсен вара урӑхла калаҫма пулать, унта пирӗн харсӑр хӗрарӑмсем питех те аван канма пултарӗҫ. Пире Алексей Ильич, Турӑ ҫынни, пӗтерет. — Пирӗн наборщиксем эртел тунӑ, вӗсем издательрен мӗнпур ӗҫе сдельна ӗҫлеме илеҫҫӗ… Малтан ҫарсем мӗнле майпа хулана кӗрсе кайнине никам та пӗлме те пултарайман. Ҫул ҫинчи тӑпра ту ҫывхарнине кӑтарта пуҫларӗ; чуллӑ тӗмескесем ҫыран хӗрринчи ватӑ юман тымарӗсем пек курӑнса темӗн пысӑкӗш вулкан тавра капланса тӑраҫҫӗ. — Лаша вӑл — йывӑр чӗрчун. Шыв ӗҫсе чӑмӑрла пӗҫернӗ пӗр ҫӑмарта ҫисе янӑ хыҫҫӑн Христофор аттен пуҫ мимийӗнче шӑрӑха пула хытса ларнӑ хаваслӑ та лайӑх шухӑш ирӗке тухасшӑн пулчӗ пулмалла — Егорушка ҫине вӑл ачашшӑн пӑхса илчӗ те, ҫӑварӗнчи апатне чӑмласа пӗтерсен, калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ хам та, тӑванӑм, вӗреннӗ. — Мӗншӗн-ха вӗсем ун ҫинчен жалоба памаҫҫӗ? Ступина ансӑр хулпуҫҫиллӗ хурарах хӗр, сӑн-пичӗ унӑн тӗксӗм-шуранка. Вӑрҫӑччен вӑл комсомол организацине ертсе пынӑ, ялти сцена ҫинче выляма юратнӑ, колхозра лайӑх снайперсенчен пӗри шутланнӑ тата область центрӗнче икӗ хутчен парашютпа самолет ҫинчен сикнӗ те темӗнле рекорд тунӑ. Вырӑс чӗлхипе каларӑм-ҫке: партие кӗрес тетӗп. — Чимӗр-ха, ачасем! — терӗ те Рыбин, вӗсем ҫине пӑхса, аллине васкамасӑр ҫӗклерӗ. Вӑл тумне те улӑштарса тӑхӑннӑ ӗнтӗ, йӑлт хатӗр. — Ҫук, ҫук!.. — кӑшкӑрса ячӗ патша. Чӑнах та, халӗ аса илтӗм-ха акӑ: пӗррехинче, пӗррехинче ҫеҫ, эпӗ пӗр ҫирӗп кӑмӑллӑ хӗрарӑма савсаттӑм та, ӑна нихҫан та вара хам еннелле ҫавӑраймарӑм… Халӑх ҫине тӑрсах обителе ҫӳреме тытӑннӑранпа ӗҫке ернисем те курӑнма пуҫларӗҫ. Вӑл чӳрече витӗрех хӗр пуҫне ыталаса илчӗ те чуптурӗ. — Ҫыннисене те йывӑр ҫав сирӗн, — хушса хучӗ вӑл, сӑмахне тӳрлетме васкаса. Мана вӑл ҫыруна йӑнӑш ҫырнӑ тесе ӗнентересшӗн пулчӗ, пире Туфольд бухтине пыма каланӑ терӗ. Вара каллех, чӗри хуллен-хулленех йӑвашланса пынӑ май, шалти пӑлханӑва пула, ытларах та ытларах шурса, хӑйне хӑй кӳренсе, туйса илет: вӑл ҫакна тума пултараймасть. Пӗр Гришка анчах шыври пулӑ пек ишсе ҫӳрерӗ. Анчах кофе ӗҫме те вӑхӑт ҫитрӗ пулас. Ее-е-ей, ӗрӗхсе кайрӗҫ, мур илесшӗсем! Мана пӗр сӑмах калама парсамӑрччӗ! — каҫса кайса кӑшкӑрать иккӗмӗш бригадӑн бригадирӗ Любишкин. Назанский йӑвашшӑн та ӑшшӑн кулса илчӗ. Собор протодиаконӗн ҫӑра ӳслӗкӗ кӗлӗ пуҫланасси ҫинчен систернӗ. Женя ӑна портьера еннелле тӗллесе кӑтартрӗ, Ольга вара Тимура курах кайрӗ. Сирӗн куҫсене епле тӗрӗс суккӑрлатнине ҫирӗм хирург пӑхса тӑрӗ. Эсир ҫӗр ҫине выртатӑр та сирӗн куҫ шӑрҫисене чи ӑста стрелоксем пит шӗвӗр ухӑ йӗпписемпе чиксе шӑтарӗҫ. — Мӗн калаҫатӑр, Риварес! Вӑл макӑрасран ӑшшӑн кулнипе ҫеҫ чарӑнса юлчӗ. — Кӑтарт-ха мухтаса пӗтернӗ сӑнару-паллусене, — терӗ вӑл исправнике. Лешӗ ҫавӑнтах ӑна хутне кӑларса тыттарчӗ. — Мӗн? Ҫавнашкал карчӑк вӑл, пӗр ҫичӗ пӑта яхӑн таяканскер, сӑмси ҫинче шӗпӗн пур. Ҫапла каларӗ те, ҫавӑрӑнчӗ, калушӗпе шаплаттарса, хӑйсем ӗҫленӗ ҫӗре кайрӗ. Вӑрансан, каллех ҫирӗ те татах ҫывӑрса кайрӗ. Вучахран тухакан тӗтӗме те, хӗрарӑмсем калаҫнине тата Варя аллисем хӑйне сӗртӗннине те ним сисмесӗрех ҫывӑрчӗ вӑл: Алексей шӑп выртнинчен шикленсе, Варя час-часах пӗшкӗнсе унӑн чӗрине итлерӗ. Тытӑнса пурӑнать-пурӑнать те, унтан, черкке шӑршласа пӑхсанах, пуҫлать вара пӗр уйӑх сӗрем кӑларма! Картишӗнчен те, урамран та уҫӑ чӳречесенчен хула ҫыннисем пӑхаҫҫӗ, кӑвак сывлӑшра вуншар пуҫ хускалса тӑрать, вӗсем кашни минутрах улшӑнаҫҫӗ; уҫӑ ҫӑварсем пӑшӑлтатаҫҫӗ, пашкаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ; уҫӑ чӳречесем михӗ ҫӑварӗ пек курӑнаҫҫӗ, — вӗсенчен ак халех ҫав шавлӑ пуҫсем пӳлӗме арбуз пек кусса кӗрессӗн туйӑнать. Роберт пуринчен те малта пырать, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнипе вӑл вӗҫӗмсӗр савӑнса хӗпӗртесе пырать. Матроссем пуринчен кайра пыраҫҫӗ. Вӑхӑтлӑха пӗтӗм тӑвас ӗҫ чарӑнса тӑчӗ, пурте пӑлхав тӑвас шухӑшпа ҫӗкленнӗ… Эсӗ пӗлсех тӑр: эпӗ чӗрӗ те сывӑ чух сана ҫынсем кӗтекен вырӑн пур, сана яланах кӗтеҫҫӗ, эсӗ хуть те мӗнле пул… Унта унӑн Янӗ пурӑнать. Унсӑр пуҫне Марысьӑн тӗнчере никам та ҫук халӗ. — Е утмӑл, — терӗ ҫиленсе кайнӑ инспектор. Вӑл кулнипе чыхӑнса юрӗ, эпӗ — вӑл мӗнтен кулать-ши? — тесе ӑнланмасӑр малалла утрӑм. Эпир ирпе пилӗк сехетре тӑраттӑмӑр. Ҫывӑрса тӑранайман пирки антӑраса, анкӑ-минкӗ пуҫпа ултӑ сехетре сӗтел хушшине лараттӑмӑр; вара эпир ҫывӑрнӑ чух хамӑр юлташсем ҫӑрса хатӗрленӗ чустаран кӗлентӗрсем тӑва пуҫлаттӑмӑр. Урӑх кун ҫинчен калаҫу та пулас ҫук. Ах, мӗнле пулӗ-ши ҫав пурнӑҫ? Ҫак чаплӑ масар ҫинче выртакан шӑмма майласа тискер кайӑкӑн пӗтӗм шӑм-шаккине пухса ҫыхӑнтарас ӗҫе туса пӗтерме пин Кювье пулсан та ӗлкӗрес ҫук. Вӑл ӑна тытать те хӑйӗн татӑк-кӗсӗксенчен тунӑ пӗчӗк пукани валли ҫунашка ӑсталаса хурать. «Тӗпсакайне лартатӑп, — тет, — вара унтан тухаймастӑн», тет. Патнусне сӗтел ҫине лартнӑ май вӑл таҫта айккинелле шӳтлӗреххӗн пӑхрӗ, малтанхиллех темле ӑнланмалла мар кулӑпа кулчӗ. Оленина джигит пит-куҫӗ мӑнаҫлӑ та хаяр пулни тӗлӗнтерчӗ; вӑл джигитпа, леш мӗнле аулран пулни ҫинчен ыйтса, калаҫма пуҫласшӑнччӗ, анчах чеченец ун ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илсе йӗрӗнчӗклӗн сурчӗ те кутӑн ҫаврӑнса ларчӗ. Манӑн Рыбин валли вырӑн та тум-тир тупмалла пулнӑ кӑна, ытти ӗҫсене пӗтӗмпех Гобун хӑй тӑвать. Вӑл пуян плантатор. Хӑна-вӗрле кӳртсе пит уҫҫӑн пурнатчӗ, пуринчен ытла вӑл чаплӑ праҫниксем туса ирттернипе чапа тухнӑччӗ. — Ачасем пулман-им? Курӑп-ха, нумай тӑвайӗҫ-и вӗсем: Бустрапӑпа Пальмерстон. Аран хӑтӑлкаласа тухрӑмӑр. «Сывӑ пулӑр, сывӑ пулӑр», — терӗм эпӗ пӗрмай… Ҫав кунах Сан-Францискӑна янӑ телеграмма Джемс Уэлдона арӑмӗпе ывӑлӗ кӗтмен ҫӗртен тӑван ҫӗршыва таврӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Пирӗн пуритан амӑшсем мӗнле тарӑхса кайӗччӗҫ-ши ӗнтӗ! — Ҫывӑр, тӑванӑм… Ак халлӗхе чей ӗҫер-ха. Эпӗ унпа ҫапӑҫура отрядра паллашнӑччӗ… — Каламалли те ҫук, лаша лайӑх! — тенӗ Миките. — Ҫапла. Хресченсем эрех ӗҫсе ҫанталӑк ҫинчен калаҫрӗҫ. Пӑван вара нимӗн ҫинчен те шухӑшламан ҫын пек харӑлтаттарсах ҫывӑрчӗ. — Унтан та ытларах… «Ҫӗр чавма ҫутӑ кирлӗ, — терӗ Том, — хунар ытлашши ҫутӑ ҫунать, унпа лекме пулать, ҫутатакан йывӑҫ ҫӗрӗкӗ ытларах пухмалла, ӑна пӗр-пӗр тӗттӗм вырӑна пӑрахатӑн та, вӑл кӑшт ҫутӑ парса выртать». — Эсӗ ӑна пустуях лӑпӑртатса кӑтартнӑ… Тепӗртакран «Пилигрим», парӑссене ҫӗклесе, Окленд портӗнчен тухрӗ те Америка ҫыранӗ еннелле ҫул тытрӗ. — Пуҫна аяларах чик… ак ҫапла… халь аван. — Апла тата та начартарах. Марийка шурса кайрӗ. Эммелина Грэнджерфорд вунтӑватӑ ҫул тултаричченех ҫакӑн пек сӑвӑ ҫырма пултарнӑ пулсан, ҫитӗнсен еплерех поэт пулатчӗ унран! — Ну, условисем ҫине куҫӑпӑр. Ниҫта та каймастӑп эп, Андрей! Сӑрт аяккинче, лӑп ҫур ҫулта, пӗр валлиец-старикӗн ҫурчӗ ларать; вӗсем чарӑнмасӑрах ҫав ҫурт ҫумӗпе иртсе кайрӗҫ те ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарчӗҫ. Пирӗн карап шӑпах ҫавӑнталла куҫса пыни ҫинчен нимӗнле иккӗленӳ те ҫук. Пушара ӑна куҫҫулӗпе сӳнтерес ҫук, ҫурхи шывӗ тата куҫҫулӗпе вӑйлансарах кайӗ. Анчах та «енченсен» вӗҫне-хӗрне тухаймӑн. Манӑн ҫылӑха каҫармалли, ҫылӑха кӗмелли сӑлтав ҫук. — Хӑйхи компас!.. — Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, Фёдор, эпӗ урӑх ӗҫе куҫас пулсан тӗрӗс пулӗ-ши? Ҫул улшӑнма пуҫларӗ. Лешӗ ирхине ҫула май тӗл пулнӑ машинӑпа Корытов патне тухса кайнӑ. Хӑй ҫуралнӑ ҫӗршывра Пойндекстере кӳршисем халь те хисеплесе пурӑннӑ. Парӑнма ӗлкӗреймен темӗнле фашист граната пӑрахнӑ. — Ҫук, чирлемен, анчах ҫав тери ывӑннӑ. Ҫакӑ мана тӗлӗнтерсех пӑрахатчӗ. Ахальтен мар Каи-Куму килсен ялти мӗнпур ҫынсен чӗререн кулянма пуҫларӗҫ. Анчахрах пулса иртнӗ калаҫу ӑна пӑлхатса ячӗ, вӑл хӑйне ывӑннӑ пек туйрӗ, халӗ те вӑл ҫав калаҫу ҫинченех шухӑшлать: хӑйне тӗрӗс тытрӗ-ши вӑл, йӑнӑшсем тумарӗ-ши, айванларах пек курӑнмарӗ-ши? — Хурала улталама? Вӑрлас ҫук вӑл, шантарсах калатӑп, — терӗ амӑшӗ, хӑраса ӳксе. Никама та мӗскӗннӗн курасшӑн пулман ҫав кун Соломон. Сӑнчӑра хывайман чух вӗсем аллисене татса хӑварса тарнӑ. Пулӑшсассӑн та, ӑна мӗн усси пур-ха? Вӑл тухса тарать те, ӑна каллех тытаҫҫӗ. Ҫак хӑйне асла хуман ученӑй исландилле тата латынле калаҫса пире пулӑшма пулчӗ, вара эпир унпа часах килӗшрӗмӗр. Эпӗ тӗрӗссипе каласан сана ҫакӑн пек курасса кӗтменччӗ. «Мӗн шутпа-ха ҫынсем ман ҫинчен «чипер» тесе ят сараҫҫӗ? — терӗ вӑл сӳрӗкреххӗн, хӑй тӗллӗн мӗн ҫинчен те пулин калаҫас шухӑшпа ҫеҫ. Ромашов, Шурочка аллисене хӑйӗннинчен вӗҫертмесӗрех, — лешӗ ҫакна каллех хирӗҫлемерӗ, — ун ҫине ҫиҫсе ялтӑракан, юратуллӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ-пӑхрӗ те:— Ах, паян пӗтӗм ире эпӗ мӗн ҫинчен шутланине пӗлесчӗ эсир… Пӗлесчӗ ҫеҫ эсир! — калаҫрӗ васкавлӑн. Час-часах хуҫа магазинтан стойка хыҫӗнчи пӗчӗк пӳлӗмелле тухса каятчӗ, Сашӑна та унта чӗнетчӗ; приказчикӗ тавар илекен хӗрарӑмпа куҫма-куҫ тӑрса юлатчӗ. Вӑл хуҫи ҫине пӑхнӑ. Кала! Ҫак вӑхӑтра майрасем ҫӑл патӗнчен пӑрӑнса пирӗнпе танлашрӗҫ. Ҫавӑн пек сасартӑк, тата пӑртак тӗлӗнмелле улшӑну епле пулнине ӑнлантарса пама йывӑрах мар. Вӗсем халӑха ҫапла ҫаратнӑ та, кайран, йӗрне ҫухатас тесе, вилесене ҫӗр айне чавса пытарнӑ… Шубин курӑнсах каймасть; вӑл, урса кайсах тенӗ пек, хӑйӗн искусствипе тӑрмашать: хӑйӗн пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларать, хушӑран ҫеҫ тӑмпа вараланса пӗтнӗ блузипе чупкаласа тухать, е вӑхӑтне Мускаври студире ирттерет, унта Итали формовщикӗсемпе хӑйӗн тусӗсем, учителесем пырса ҫӳреҫҫӗ. Вӑл сӑмах чӗнмерӗ. Ытти ҫӗршывсенчи ученӑйсем пирӗн литература обществинче членра тӑрассине чыс вырӑннех хураҫҫӗ; вӑл пирӗн ҫӗршывра пурӑнакан халӑха вӗрентсе ҫутта тухма кӗнекесем кӑларса нумай усӑ кӳрет. Ӑман ҫырми тӗпӗнче тутлӑ шӑршӑ саракан курӑк пилӗк таран кашласа ларать. Хӳшше кӗнӗ ҫӗрте Юргин лейтенант курӑнса кайрӗ. Эпӗ хам туйӑма аннеҫӗм сисесрен хӑраттӑм; вӑл Зинаидӑна питӗ килӗштерместчӗ, ҫавӑнпа пире кӑмӑлсӑррӑн сӑнатчӗ, Аттерен ун пекех хӑрамастӑм: атте мана асӑрхаман пекехчӗ, аннеҫӗмпе вара сахал, анчах темле ӑслӑ-сумлӑ калаҫатчӗ. Н-ра манӑн туссем те пулчӗҫ — мӑрантарах та чӗмсӗр штурман, чӗлӗм туртаканскер, шалпар шалаварпа хӑй, пайтах пӗлекен ӑслӑ ҫын. — Мӗн, амантрӗҫ-им сире, капитан? — терӗ Калугин йӑл кулса илсе, ку ӗнтӗ: «Мӗнле, ӗнер эсир мана куртӑр-и? Еплеччӗ эпӗ?» тенине пӗлтерчӗ. Ҫав тери тарӑхса ҫитнӗ Нагульнов хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ те каллех Ҫӑрттан мучи ҫине ҫилленсе пӑхма пуҫларӗ. Аха, еврейсем панӑ пӗремӗк иккен! Артём ҫук вӗт, ӑна конвойпа паровоз ҫине илсе кайнӑ. Вӗсем пире курчӗҫ пулас! Шубин мӗн каланине пӑртак та ӗненмерӗ пулсан та, илтнӗ сӑмахсем ун чӗрине кӗрсе вырнаҫрӗҫ. — Тискер ӑйӑрсем! — терӗ мустангер хӑранӑрах сасӑпа. — Хам лайӑх мар хӑтланнӑшӑн Морис-мустангер умӗнче каҫару ыйтмашкӑн ун хыҫҫӑн каятӑп. Вара чылайччен, мӗнле те пулин тӑвӑн тӗксӗм кӗлеткине курас тесе, инҫете пӑхмалли трубапа тавралӑха тинкерчӗ. Анчах та акӑ пӗр телеграмма ун умне нумаях та пулмасть иртсе кайнисене чӗртсе тӑратрӗ. Мӗнле усал сывлӑш ӗнтӗ ҫавна пурне те урӑх ҫынна илсе пама пултарнӑ-ши? Улпут арӑмӗсем ӑна е тутӑрсем, е хӑлха ҫаккисем паратчӗҫ. Малтанлӑха аллисене тӗлсӗр сулланинчен тӗлӗнсе тӑраттӑм эпӗ, Халь-халь аллипе хӑлхине тытас пек е ури тӗпне хыҫса илес пекех туйӑнатчӗ маншӑн. Ку вӑл ҫамрӑк Гарни Шепердсон. Мӗн тӑвас тетӗн эс? Эпир халь ку ӳкерчӗксем тӗрӗс маррине куртӑмӑр: Ҫӗр ҫине тӗнче уҫлӑхӗнчен пӑхсан, вӑл кӑвакрах тӗслӗ йӑлтӑркка ҫаврашка пек туйӑнать, анчах ун ҫинче материксем те, океансем те курӑнмаҫҫӗ. Эпир алла пӑшал тытатпӑр, хӑйсем кӑна пуҫ пулса тӑрас текенсем, революципе ирӗклӗхе тапӑнакансем ыррине ан кӗтчӗр вара! Мӗн ҫухатаҫҫӗ вӗсем вилсен? Эпӗ хама нимӗнпе те ҫыхман, анчах эпӗ ҫапах та ҫыхӑннӑ. Каснӑ йывӑҫран пиншерӗн сулӑсем ҫыхнӑ, Иаффӑна ҫити вӗсене ҫӗршер моряк тинӗспе юхтарнӑ, лере вара ҫавсене токарьпе столяр ӗҫне лайӑх пӗлекен Тир ӑстаҫисем чутласа-якатса, вырӑна кӗртсе тӑнӑ. Халь ӗнтӗ калаҫу лӑпкӑнрах пычӗ. — Тӑванӑм, каҫаратӑн-и мана? Каҫармастӑн-и? э? — куҫҫуль юхтарсах ыйтрӗ вӑл. Тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра садра курнӑҫнисем мӗне пӗлтереҫҫӗ? Хижнякпа унӑн юлташне эпӗ кунта вӗлерместӗп, ӑҫта та пулсан хутортан, Шырланпуҫран инҫерехре вӑрттӑн сыхласа тӑрса кӗтсе илӗп. Ҫак ҫутӑ ҫулсӳревҫӗсене ыр каҫ пултӑр тесе хӑварма пекех туйӑнчӗ. Эпӗ нихҫан та ӑна курман, маншӑн вӑл пачах ют ҫын, эпӗ ӑна пачах пӗлместӗп, мӗншӗн ӑна кӳрентерес-ха манӑн, унӑн хуйхипе усӑ курни лайӑх мар вӗт-ха? Тӗрӗссипе каласан, ӑна та темле тӳлемелле манӑн, пӗлместӗп. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр; кӑмӑлӑр сире мӗн те пулин калӗ. Ҫак вӑхӑтра Шурӑ Кашкӑр вигвамӗнче ӗҫ ҫав тери хӗрсе пынӑ. Юртан, ҫилтен хӳтӗлемен шӑтӑк-ҫурӑк, кивӗ лупас айӗнче, йывӑҫ курита ӑшне хупса лартнӑ ҫӑлкуҫ шывӗ тӗлне пӗшкӗнсе, хӗрарӑмсем кӗпе чӳхетчӗҫ; вӗсен пичӗсене тон тулса ларнӑ, сивӗ чӗпӗтсе пӗтернӗ; йӗпе пӳрнесене сивӗ пӗҫертет, вӗсем авӑнкалаймаҫҫӗ, куҫҫульсем юха-юха анаҫҫӗ, хӗрарӑмсем ҫапах, пурне те темле ӑрасна паттӑрӑн пӑхса, пӗрне-пӗри тӗрлӗ историсем каласа кӑтартса, чарӑна пӗлмесӗр сӑмахлаҫҫӗ. Ҫӳллӗ пуҫлӑ мексиканец йӗнерӗ, ут хӗлӗхӗнчен явса тунӑ йӗвен, ик-виҫ серапэ, пӗр виҫ-тӑват кантра — ҫавсем пурте кунта пит вырӑнлӑ пулнӑ. Мӗнпур хуйхӑшӑн айӑплӑ ҫын, урапа ҫине улӑхса ларчӗ те сигара туртса ячӗ, вара тӑваттӑмӗш ҫухрӑмра, ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте, Кирсановсен пӗр касӑпа тӑсӑлса кайнӑ именийӗ тата ҫӗнӗрен лартнӑ улпут ҫурчӗ юлашки хут курӑнса ҫухалсан, вӑл сурчӗ те: «Ылханлӑ улпут чӗпписем», — тесе мӑкӑртатса илчӗ, унтан шинельпе ҫӑттӑнрах чӗркенсе ларчӗ. Петр, ҫӳҫеннипе хутланкаласа, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, вара ҫумӑрӗ чӑнах та кирлӗ мар вӑхӑтра ҫӑвать тенипе килӗшрӗ, ӑна каллех кичем шухӑшсем, кӑвак пӗлӗт пек, хупӑрласа илчӗҫ. Эпӗ вӑл хӑйӗн шанчӑкне нихҫан та ҫухатманнине те ӑнланса илтӗм ӗнтӗ. Ну, ним те мар? Пӗчӗкҫӗ кӑна та лутра маччаллӑ тӑвӑр пӳрт, ӑшне хаҫат хучӗпе ҫыпӑҫтарнӑскер, — пирӗн пӳрт. Кантӑк айӗнчи пысӑк шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши кӗрет. Ҫак мелникӗн пит-куҫӗ хаяртарах пек пулсан та, вӑл хӑй ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнчӗ. Анчах ӗнтӗ кая пулнӑ. Революциччен тӗрекленмех пуҫланӑччӗ, ывӑлне Новочеркасскра юнкерсен училищинче вӗрентме ӗмӗтленнӗччӗ, ҫу ҫапакан машина туянма шухӑшланӑччӗ, ҫавна валли укҫине те пуҫтаркаласа хатӗрленӗччӗ, хӑй патӗнче пӗр виҫӗ ҫынна тара тытса усрама шухӑшласа хунӑччӗ (ун чухне, пурнӑҫ юмахри пекех пулса каясси ҫинчен шухӑшласан, савӑннипе унӑн чӗри ирӗлсех каятчӗ ӗнтӗ!), вӑл, суту-илӳ пекки пуҫласа ярса, ӑнӑҫсӑр ҫӗр улпучӗн — войсковой старшинӑн Жоровӑн — ҫурри япӑха юлнӑ арманне туянма шухӑшлатчӗ. — Кампа вара? Тепӗр кун Кукшина патенче «йӗрӗнтерен икӗ мӑнаҫнӑ тирпейсӗре» унран лайӑхах лекрӗ. Вара вӗсем лагере тавӑрӑнчӗҫ. — Мӗн сана? — тесе ыйтрӗ вӑл селӗппӗн хӑйӑлтӑклӑ сасӑпа. Вӗсем чӑн-чӑн паттӑрсем пек вилчӗҫ. Кунта пач та айӑплассинчен хӑрани марччӗ, паллах ӗнтӗ, тӳркӑмӑллӑхпа ӳкӗнӳ те марччӗ ку, шӑп та шай «куҫ пӑвни» хӑйччӗ, ҫитӗннисем тӑвакан ҫав тери мӑнаҫлӑ та тавҫӑрса пӗтерме ҫукла хӑтланусен умӗнчи тӗшмӗшле сехӗрленӳ евӗрскер, ютшӑнчӑк, тискер кайӑкла ҫын шаманӑн асамлӑ ҫаврашки умӗнче хисеплӗн чӗтӗресе тӑнӑ чухнехи пекскер. — Чаплӑ та вара ку! — терӗм эпӗ. — Ыттисем мӗне пӗлтереҫҫӗ? — Ҫук, ахалех ҫитет, — тесе хирӗҫлерӗ старик малтанхи пекех тӳлеккӗн те наянӑн. Эпир ҫӳле улӑхсанах, пурте сӗтел тавра кӗпӗрленсе пухӑнчӗҫ. Король, укҫана шутласа, пӗчӗк юпасем тӑва-тӑва хурать. Ҫирӗм пӗчӗк хитре юпа турӗ, вӗсенчен кашнинче виҫҫӗршер доллар. Пире хӗнеме-и?!» — тесе хӑйӑлтатакан сассипе кӑшкӑрса ячӗ. Батальщиковпа Атаманчуков вӑртах ҫаврӑнса тарчӗҫ. Кам пулӗ-ши вӑл, тесе шутлатӑп эпӗ час-часах. Кукушкин пӗрехмай кӑмӑлсӑр пулса ҫиллессӗн мӑкӑртатрӗ. Кунта туземец ачи ытармалла мар банси сулхӑнӗнче канлӗ ыйӑхпа ҫыврать. Вӑл — Аэлита ашшӗ. — Манӑн ҫамрӑксене вӗрентсе ӳстерес тӗлӗшпе пысӑк опыт пур. Батальон ӗнтӗ, пӗчӗк юханшыв леш енчи хурӑн ращине кӗрсе, курӑнми пулнӑ. — О, тав сире, мистер Джеральд. Ҫынсем ҫӗр ҫинче темиҫе пин ҫул пурӑнаҫҫӗ, ҫӗр этемлӗхӗн йышлӑ аллисен ҫирӗплӗхӗпе вӑйне курчӗ ӗнтӗ. Ҫӗрле эпӗ тарӑхса вӑранса каяттӑм та «ҫук, нихҫан та манран калаҫма вӗренесси пулас ҫук, анне хама пӗрре каланӑ пек, мӗн ӗмӗрлӗхех чӗлхесӗр янавар пулса юлӑп» тесе шухӑшлаттӑм. Мисс Сетби вӑтам пӳрнинчи ылттӑн ҫӗррине сутнӑ. Ӑнлантӑн-и? Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинчен Рио-Колорадо каҫса кайнӑ тӗле ҫитме кунтан тепӗр ҫӗр аллӑ миль пулса пырать. Урӑхла каласан, вӗсен унта ҫитес тесен, тата виҫӗ кун каймалла. Хулари ҫар влаҫӗ гарнизон начальникӗ аллинче. Хӗҫне шаклаттаркаласа, хӑюллӑн утса пыракан Калугин, генерал хушнӑ тӑрӑх, ӗҫсем мӗнле пынине пӗлме тесе, ложемента каять-мӗн. Том Сойер пулнӑ пулсан, ҫавӑнта кӗрсе пӑхмасӑр чӑтаятчӗ тесе шутлатӑн-и? — Доктор. Ҫил-тӑман. Тӑват уран упаленсе, тӗттӗм ансӑр хушӑпа пӑрахут хӳринелле куҫрӑм. Ан чӗн, тӑрлавсӑр карма ҫӑвар! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ асламӑшӗ. Анчах виҫӗ кун иртсен хӗвелтухӑҫӗнчен вӑйлӑ ҫил вӗрме тытӑнчӗ. Ҫав ҫын вӗлерекенсене влаҫсене тытса пама ан пултарайтӑр тесе, вӑл вӗсене лайӑх палланӑ! — Ӳксе пуҫҫапрӑн-и? Ачасем, шарт сиксе, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Манӑн атте пулсан кимме «кивҫен» илнӗ пулӗччӗ — ҫывӑхра никам та ҫук чухне, паллах, эпир апла тумастпӑр — пире хӑваласа тытма та пултараҫҫӗ. Выльӑхсене ҫитермелли сӗлӗ пӗр ҫӗр пӑт ытла выртать-ха вӗсен, ҫапах та вӑл пама килӗшмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсем юлнӑ сӗлле ҫураки пуҫланнӑ тӗле куҫ шӑрҫине упранӑ пекех хытӑ сыхласа усраҫҫӗ; — Калаҫса тӑр-ха тата ман умра! Пӗрне-пӗри эпир кам питӗнче мӗнле пӗркеленчӗк пуррине пӗличченех пӑхса сӑнаттӑмӑр. — Ҫук ӗнтӗ, ӗлӗкхи хастарлӑх тек ҫук ӗнтӗ манра. Ҫапла ӗнтӗ, пӗрремӗш кранран сакӑр сехет хушшинче хӗрӗх сакӑр витре юхса тухнӑ… Медынская, куҫӗсене пысӑклатса, тӗлӗнсе кайнӑ пек:— Мӗнле вылятӑп? — Мана амантнӑ-и? Давыдов ачху турӗ те куҫне уҫрӗ. Санӑн яту мӗнле? — Манӑн атте Чебаков Ерофей Василич, мана Тимошка теҫҫӗ. — Тимофейчик, мана хӑв килне ертсе кай-ха эппин. Ку кӗнекере ҫӑлтӑрсене куҫса ҫӳремеҫҫӗ тесе калани тӗрӗс марри ҫинчен асӑннӑччӗ. Анчах, тӗрӗссипе каласан, ку вӗсене хӑратмарӗ. Ҫав тискер этемӗн чунӗ, хӑйӗн ӳт-пӗвӗнчен уйрӑлса, пӗтӗмпех пушара пула ҫаралнӑн туйӑнать. Ҫуртӑн библиотека вырнаҫнӑ хутне пушар хыпса илеймен-ха. Эпӗ галстука та салтрӑм. Сасартӑк кӑвайт хыпса илчӗ, таврари пур япала та кӑртах сикнӗ пек пулчӗ, хумханма тытӑнчӗ, ҫулӑм пӗҫертсе илнӗ мӗлкесем вӑрманалла ыткӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах кӑвайт умӗнче Игнатӑн вӗрсе хӑпартнӑ пек питҫӑмартиллӗ ҫаврака сӑнӗ курӑнчӗ. Вӑл мана куҫран пӑхрӗ те каллех:— Лайӑх-и? — тесе ыйтрӗ. — Халӗ ҫывӑрма вырт. — Ҫӳлелле хӑпаратпӑр-и? — терӗ пичче, хулпуҫҫийӗсене турткаласа. Мексиканкӑн сӑнӗ савӑнӑҫлӑ маррине Фелим тӗрӗс курнӑ. — Вӑл та кӗме пултарать… тепӗр тесен, пур пӗрех… — Мӗнле вӑл — пур пӗрех? Стартри виҫӗ машина тулхӑрса илчӗҫ, вырӑнтан хускалчӗҫ, малалла чупса кайрӗҫ; вӗсем хыҫҫӑн тата виҫӗ машина, унтан юлашки виҫҫӗшӗ хускалчӗҫ. Пурӑнсан-пурӑнсан вӑл ҫӗрлесенче ӗҫкелеме тытӑнчӗ, Яков Лукич кинӗпе ҫыхӑнма пӑрахрӗ, салхуланса кайрӗ, Яков Лукича е Ҫемене «ҫур литр пеккине» тупса килме йӑлӑнса, вӗсен аллине час-часах кӑпӑртатса тӑракан вӗр-ҫӗнӗ червонецсем пыра-пыра тыттарать. Ку вӗсен ҫӗрӗ мар, пирӗн ҫӗр. Ҫавӑн пек сасӑпа, тикӗс те майӗпен калаҫни, васкаманни вӗсем хуйхӑрнине кӑтартакан пӗртен-пӗр паллӑ пулнӑ. Астрономсем урӑхла тӑваҫҫӗ: вӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче Хӗвел тӗттӗмленни иртсе пыракан вырӑнсенче вырнаҫса тухаҫҫӗ. 1936 ҫулта Хӗвел тӗттӗмленнине Совет Союзӗнче ҫирӗм сакӑр экспедици тата ют ҫӗршывӑн темиҫе экспедицийӗ сӑнанӑ. Манӑн мӗнле каяс вара? Турра кӗлтума каякан пек пулас-и? Мӗнле каларӑр-ха: Болла терӗр-и? Е Диаз унпа хирӗҫ пулса, ирӗксӗрлесех ҫыруне тытса илнӗ-ши? Мӗскӗнсем! — Ҫук! — кӗскен ответленӗ Фома. Тарҫисем ҫӗр ҫинчех юлсан, пӗлӗт ҫинче ӑна камсем пӑхӗҫ-ха? — Эсир ман шухӑша пысӑка хуратпӑр, терӗр, — шӑппӑн каларӗ Елена: — мӗншӗн? Каланӑччӗ ӗнтӗ, «Пилигрим» экипажӗнче пилӗк матроспа пӗр кӗҫӗн матрос. — Халӑха пересшӗн пулчӗ! Халех перетпӗр! — хыттӑн хушрӗ Бойчо. — Мӗнле-ха апла?.. Раскулачить тӑватӑр эппин? — ыйтрӗ Титок, вӑрахчен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, куҫхаршийӗсем ҫинех антарса лартнӑ капюшон айӗнчен Нагульнов ҫине кӑвак куҫ шуррисене ялкӑштарса пӑхса. — Ай, тур каҫартӑрах! Кам та пулин аманмарӗ-и? Ӑҫталла ҫӗклентерсе илсе каяҫҫӗ вӗсем мана? Тӗлӗнмелле ҫынсем эсир, арҫынсем! — Мӗн апла? Сутӑнчӑк хӑйсеннисене хирӗҫ тухма хӑймарӗ-ши е жид улталарӗ-ши — вӑл ахаль ҫеҫ тыткӑна ҫакланчӗ-ши? Тепӗр каласан, — тесе хушса хучӗ вӑл, кӑшт шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, — кайса жалоба парса пӑх-ха эсӗ. — Аха. — Вӑл — мана пӳрнӗ хӗр, ҫапла шутлатӑп эпӗ, — терӗ Алексей. Паганель татах лӑпкӑн курӑнма пуҫларӗ. Сире калас пулать: сирӗн отряд килсе ҫитнӗ чух, эпӗ аран ҫеҫ лаша ҫинчен анма ӗлкӗрнӗччӗ. Каҫарусӑр ашкӑнакан тӑвӑлсемпе эпӗ кунта пӗрре паллашнӑ ӗнтӗ. Епле ҫав хуйхӑ-суйхӑпа типсе хӑрас мар ӗнтӗ ҫак хӗрарӑмӑн, епле выртса-йӑваланса йӗрес мар? Техникпа иксӗмӗр эпир виҫӗ хутчен ҫӗвӗҫсен клубне кайса килтӗмӗр, фойере ларакан кивӗ мотор агитаци валли ытлашши кирлех марри ҫинчен клуб заведующине ӑнлантарса паратпӑр. «Хула ҫыннисен нумайранпа ӗнтӗ никамӑн та пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫук. Пурте такҫантанпах ҫӗр кӑна ҫиеҫҫӗ». Ну, кӑҫал тырпул мӗнле тухать? Судья сӑхсӑхса илчӗ. Лаши малтан нимпе те пыман, кайран вӑл кӗрт урлӑ сиксе каҫас тесе туртӑнса янӑ та, анчах каҫайман, сӳсмен таран кӗрт ӑшне путса ларнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак сӑмахсем мана питӗ те интереслентерме пуҫларӗҫ. Тен, эсӗ те ҫавӑн пек туса пӑхӑн? Анчах малтанах асӑрхаттаратӑп: кашни секундра виҫшер пӑнчӑ лартма ӗлкӗрсен те, ҫак ӗҫе тума сана 92 сехет вӑхӑт кирлӗ пулать. Вӑл чирлӗ ача хӑйӗн пуҫне амӑшӗ алли ҫине хунӑ пек, Монтанелли кӑкӑрӗ ҫине хучӗ. Анчах та, акӑ, вӑл йышлӑ халӑх хыҫӗнче ку ӗҫ мӗнпе вӗҫленессине малтанах пӗлнӗ пек васкамасӑр утакан, ун ҫине ӑшшӑн та сиввӗн те мар, ытахальтен кӑна малалла пӑхса пыракан ҫынсем хушшинче утрӗ. Цанко тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна. Эпӗ вара, эпӗ ҫар службине пачах йышӑнмастӑп: мана вӑрҫӑ кирлӗ мар, эпӗ мирлӗ пурӑнасшӑн. Амӑшӗ Тоньӑна куҫӗсенчен тӗллесе пӑхрӗ. Вӑл сасартӑк хӑраса ӳкрӗ: пӗр пилӗк утӑм хушши малалла чупса кайса ҫӗре ӳкрӗ. Пулнӑ ҫав, терӗм эпӗ. «Турӑҫӑм! Эсир те унталлах-и? Малькольм-Кэстль хуҫи, Эдуард Гленарван, халь кӑна 32 ҫул тултарнӑ. «Е сана пурнӑҫ парам-ши, касам мар-ши? — Пурпӗрех мар-и, кирек мӗнли пултӑр, — тет вӑл. Ҫӗр чӗтренет, лашасем хашкаҫҫӗ, красноармеецсем йӗнӗр пускӑчӗсем ҫине тӑраҫҫӗ. Ура айӗнче ҫӗр хӑвӑрттӑн чупать. Вӗсен хушшинчи суту-илӳ, ӑна пули-пулми ҫеҫ пуҫарса ярсассӑн та, калама ҫук пысӑк процент кӳрет. — Ҫапах та? — Капла пире тепӗр юмахӑн тупсӑмӗ те паллӑ пулчӗ! — терӗ Гленарван. Лось ассӑн сывласа илчӗ, вӑранса ҫитрӗпе пӗрех, кран патне пырса пуҫӗ ҫине сип-сивӗ шыв сапрӗ. Давыдовӑн та, правлени членӗсен те Островнов проекчӗпе килӗшме тиврӗ, мӗншӗн тесен кивӗ пӗвесене пачах та колхоз хуҫалӑхӗ пуласса шута илсе туман. Пӑхакансем кӳкӗрт тӗтӗмӗ витӗр курнӑ картина ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ. Тепӗр виҫӗ уйӑхран вӑл Замбези кӑкне таврӑннӑ, унтан Занзибара кайнӑ, 1864 ҫулхи июлӗн 20-мӗшӗнче, пилӗк ҫул иртсен, Лондона таврӑннӑ. Унта вӑл «Замбезипе ун юпписене тӗпчени» ятлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ытла та ӑслӑ пулса кайрӗҫ. — Физикӑпа ҫав; пӗтӗмӗшпе илсен, ҫутҫанталӑк наукисем енӗпе ӗҫлетӗп. — Эпӗ пампа тӑрӑх ҫӳреме хӑнӑхнӑ, епле пулсан та, эпӗ хамӑр каравана чарса пыраканни пулмӑп. — Вӑл Зеб старик аташни ҫеҫ, ман искусство ҫинчен каланӑ чух, вӑл хӑйне пит ӑста тесе шутлать пулас. — Аха.. Халӗ Николай Лисицын кунта, чикӗ ҫумӗнчи районра, пурӑнать. Тавах турра, ҫут тӗнчере пайтах пурӑнса куртӑм, ҫак таранччен пурӑнса эпӗ ҫылӑх каҫарттарнӑ чух пупа ним мар суйма пултараканнисене те курнӑ. Сӑмахран илсен, шуйттан патне каймалли ҫул ҫине мӗнле тухмаллине каласа пар хуть?» Риваресӑн чӗри начар ӗҫлемест, ҫавӑнпа та унӑн чирне пӗлме май ҫук, тет врач. Анчах кирек мӗнле пулсан та ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Риварес хӑтӑлса тухма патне ҫитсенех, ӑс-тӑнӗ кайнипе ӳкнӗ. Унтан сасартӑк капӑр тӳмеллӗ виц-мундир тӑхӑннӑ ҫамрӑк чиновник енне ҫавӑрӑнчӗ те темле ӗҫ хушшинче васканӑ пек — «Мӗн?» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Виҫҫӗн пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. Арҫынни, чӑн та, начаркка йӑваш ҫын ӗнтӗ, арӑмӗн пушмак тӗпӗ айӗнче тӑрать темелле. Чӗнессе те, арӑмне, калӑпӑр, Генка Гинки тесе чӗнмелле пек, ӑна апла чӗнмеҫҫӗ, упӑшкине тесен ҫынсем пурте Гинка Генки тесе чӗнеҫҫӗ. Джемма сут тунӑ ҫӗре кайрӗ. Король савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ те, хӑйӗн аллине тухтӑра вӑйпах тыттарасшӑн пулса:— Апла, эсир-и вӑл манӑн пиччене сиплекенӗ? — терӗ. — Эпӗ… — Мӗнех вара, ӗҫе тытӑнас, капитан! — терӗ Геркулес, кимӗ сӑмсине куҫса. Кунта эпӗ хам туссене темӗн чухлех куратӑп. Халӗ мӗнле пулса кайнӑ? Старике — Вавжон Топорек тесе чӗнеҫҫӗ, унӑн хӗрӗ — Марыся ятлӑ. — Ав вӑл ӑҫта лӑпланса выртнӑ, ватӑ хурах? — терӗ Макҫӑм шухӑшлӑн. Пурнӑҫра, йӗкӗтсем, ҫавӑн пек пулать те вӑл: мӗн шырама каятӑн, ҫавнах тупатӑн. Тирпейлех мар йӑвана лешсем часах туса ҫитерчӗҫ те Разметнов ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ: «Пурӑнма юлчӗҫ! Асту. Артамонов ӑна, аллисемпе ярса тытса, ҫӗклесе чуптурӗ те хумханса кайнипе кӑшкӑрса ячӗ: — Тавтапуҫ, ачам! Ачасен амӑшӗ тархасласа хӑрушшӑн кӑшкӑрни унӑн чӗринче этеме шеллес туйӑма, — юсанма пултарайман чи усал ҫын чӗринче те ӗмӗр тӑршшӗпе пухӑнакан туйӑма, — вӑратрӗ. Ун хыҫҫӑн крахмаллӑ пусма кӗпе тӑхӑннӑ, жилеткине йӳле янӑ ҫын хӑваласа пырать. — Пыраттӑм та, — ним пулман пек ответлерӗ Женя, — ҫул ҫинче пӗр йӗплӗ те шӗвӗр япала ҫине пырса тӑрӑнтӑм… чӗрсе пӑрахрӑм ав. Пӗрремӗш спутник ҫӗр ҫинчен 900 км ҫӳле хӑпарнӑ, иккӗмӗшӗ — 1700 км, виҫҫӗмӗшӗ — 1 880 км. Давыдов ҫак япалана тӳсме пултараймасть! Чулсем хушшипе ҫыран хӗрринче йӑраланчӑк кайӑксем — пысӑк мар пеликансем пуль, ахӑртнех, — утса ҫӳреҫҫӗ; сӑмси айӗнче аялта ҫакӑнса тӑракан тир хутаҫне вӗсем вӗтӗ пулӑ тытса тултарнӑ. Ун умӗнче, пысӑк сарӑ чултан илемсӗртерех купаланӑ лутра стена хыҫӗнче, иҫӗм пахчи ҫӳлелле анлӑн сарӑлса выртать. — Эсир ҫав вулканран пуҫласа тӗпчеме тытӑннине эпӗ пӗтӗмӗшпех ырлатӑп, — терӗ вӑл, — эсир унта питех те хаклӑ, паллӑ сӑнавсем туса килме пултаратӑр. Хӑйӗн хӗрсем ҫуккишӗн хӗпӗртет… Халӗ унта чӳречесемпе алӑксем, кӑмака ҫӑварӗн анисем вырӑнне хура шӑтӑксем кӑна тӑрса юлнӑ. Эпӗ Мартыновскинче. Вӑл е таврара ним асӑрхамасӑр, е мӗнле те пулин кирлӗ мар япалапа интересленкелесе, шухӑша кайса пычӗ. Алӑкран тиншӗк йӑкӑртатса-йӑрӑлтатса тухрӗ — чӑннипех те командир тиншӗкӗччӗ ӗнтӗ: ыррӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗркке сӑн-пит, ҫӳҫне, ҫу сӗрсе, айккинчен уйӑрса туранӑ, шур ҫипрен ҫыхнӑ перчеткепелен. Вӑт халь ӗнтӗ кускаласа ҫӳре». Тӗрлӗ халӑх тарса пырать унта, пӗр архимандрит та пынӑччӗ: аптрамасть, ӗҫлет! — Эх, эсӗ, кӑмӑллавҫӑ! — персе ячӗ те Шубин хӑй тупнӑ ҫӗнӗ сӑмахран хӑех кулса ячӗ, Берсенев — шухӑша кайрӗ. — Мӗнле-ха капла, тусӑм, сирӗннисем ытла ир хускалчӗҫ? — терӗ вӑл, сӑмсине тапак тултарса. Команднӑй пункт патӗнче те хумханма пуҫларӗҫ. Ҫӗршывӑмах-ши манӑн эс, ҫӗршывӑм,Палламан ҫӗршыв! Ҫук, Украинӑри каҫа пӗлместӗр эсир! Власова, ассӑн сывласа, сӑхсӑхса илчӗ. Ҫав тӳрлетӳсен авторӗсем конституциллӗ ыйтусемпе куллен саккун кӑларас ыйтусем хушшинчи уйрӑмлӑха ӑнланса илеймен пулас. — Пӗлместӗп те, куҫӑм курӗ унта. Кун пек ҫутӑра Уйӑх тӑрӑх инҫетри экскурсие те кайма пулать, мӗншӗн тесен сивӗ пирӗншӗн хӑрушӑ мар. Пӗренесем нумай марччӗ, улттӑ кӑначчӗ, анчах пӗрне пӑчкӑпа сӗрсе татнӑччӗ. Его превосходительство камне чухласа илтӗм вара эпӗ, ун ҫинчен калама та кирлӗ мар. Пӳрте кӗрсенех эпӗ алӑка питӗркӗчпе питӗрсе хутӑм. Эпир виле ӳт выртакан тӗттӗм те пушӑ пӳлӗмре йывӑррӑн сывласа тӑтӑмӑр. — А эпӗ какайне ӑшаласа парӑп, — терӗ Паганель. Валек мӑшкӑласа кулать: — Ӑҫта каяс пур эсир, хӑравҫӑсем! Боримечка ҫакӑнти вырӑна лайӑх пӗлет, вӑл пӑшалне хул пуҫҫинчен ҫакса малта пычӗ. Полозов арӑмне ӑсатрӗ те ҫавӑнтах каялла хӑй кресли патнелле танкӑлтатрӗ. Пӗчӗкҫеҫ хумсем хӑйӑрлӑ ҫырана хуллен кӑна ҫуса тӑчӗҫ. Ҫакна пӗлсех тӑрӑр, факт! Аса илетӗп эпӗ, плащ аркисем ман питрен шапӑлтаттарса пыратчӗҫ. Ҫавӑнтах савӑннӑ пек туса: — Суллу ӑҫта? — Ҫакӑн пеккисем-и? — ыйтрӗ вӑл. Анчах Мэри алшӑллине унӑн аллинчен туртса илчӗ. — Мӗнле намӑс мар сана, Том! — терӗ вӑл. Ирхине вутӑ шырама кайнӑ чух хӗрача кӑмакине хутатчӗ, шыв илсе килетчӗ, килте мӗн пуррине ҫиетчӗ те сехечӗ-сехечӗпе вут ҫине пӑхса ларатчӗ. — Йӑлтах паллӑ, — терӗ Давыдов. Пурне те вӑл тӑватчӗ, пур ҫӗре те ҫитетчӗ, пур пухусенче те хӑй пулатчӗ. Юлашкинчен, чаплӑ кун ҫитнӗ. Санаторие килсен малтанхи кунсенче Корчагина ӗлӗкхи пекех нерв чирӗ аптратрӗ, ун пуҫӗ ыратасси те чарӑнмарӗ. Ахаль чухне ӑна чарма, ӑраснах ҫавӑ ун чӗринче пытарса усракан кӑмӑл-шухӑшсене хирӗҫле пырать пулсан, ун ирӗклӗхне пусарма пит ҫӑмӑлах та пулман. Ҫул кӗтессисенче вӑл чарӑнать, хӳрине пӑркаласа, ӑҫталла каймаллине ыйтнӑ пек, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать. Софья Ивановна ӑна ӑнланса илнинчен ытларах ун пек хыпартан пӑрӑнса иртнӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Воропаев Лена ҫине мӗнле пӑхнине вӑл тахҫантанпах нимӗн те ӑнланмасть тата вӗсен ӗҫне хутшӑнас мар тесе сӑмах панӑ. Унпа юнашар ача выртать, вӑл аллипе хӗрарӑмӑн типсе кайнӑ чӗччинчен ярса илнӗ, унта сӗт ҫуккишӗн тарӑхса ӑна хӑйӗн пӳрнисемпе пӑчӑртаттарса тытнӑ. Эсрелӗ кӗсри уласа яни ӑна хӑратса ячӗ, пеме те ӗлкӗреймерӗм. — Атте! Ун ҫине шурӑ ҫитӗ витнӗ. Елена та кунтах, амӑшӗн аллине хӑй аллинче тытса ларать. Уйӑх ҫути ҫеҫ мар халь, тата темскерле тӗлӗнмелле, ытарма ҫук илемлӗ ҫутӑ хутшӑннӑ ун ҫумне. Кун пеккине нихҫан та курманччӗ-ха вӑл. Ҫак сисӗм-туйӑм сирӗлсе кайма ӗлкӗриччен, кӗске вӑхӑтрах, нумай шухӑшласа, нумай чӑтса ирттерме ӗлкӗрчӗ вӑл, анчах та питӗ час ҫывӑрса кайрӗ, лӑпкӑн, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр, ҫаплах-ха кӗмсӗртетсе тӑракан сасса илтсе, бомбардировка сассине, чӳрече кантӑкӗсем чӗтренине илтсе выртнӑ хушӑрах ҫывӑрса кайрӗ. Ҫав ҫултан сулахайра, витӗр утса тухма ҫук ҫамрӑк чӑрӑшлӑх хыҫӗнче, уйсем те курӑнми пулчӗҫ. Ҫаврӑнса ҫӳрет! Пирӗн ял ҫийӗнчех ҫаврӑнса ҫӳрет… Алексей мӗн те пулин ыйтма ӗлкериччен, Федька ҫухалчӗ. Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ? Пакет илтӗм акӑ… Хӗлле ытларах ҫывӑрӗ, — терӗ. Эпӗ халиччен нихҫан та ун пек телейлӗ пулман-ҫке, мӗншӗн тесен манӑн вӑхӑт пулман. Епле уҫҫӑн курнӑ вӑл халӗ унӑн сӑн-питне! — Ну, халь эсӗ кӗр, Люба, анчах асту, пӗтӗмпех кала. Инҫетре, кӑвак тинӗс тӗттӗм бархат хӑюпа вӗҫленнӗ ҫӗрте, пулӑҫ киммисен яштака, хӗвел ҫинче кӑштах кӗрен тӗслӗ курӑнакан парӑсӗсем хускалмасӑр тӑраҫҫӗ. Вӗсем иккӗшӗ те, таҫта ҫӳлте хӑйсен ҫулне шыранӑ евӗр, пуҫӗсене ҫӳлелле каҫӑртнӑ та пӗр иккӗленӳсӗр, ҫӑмӑллӑнах утса пыраҫҫӗ. Анчах ҫапах та ку сӑмах кӑна-ха. Хула ҫине тӑшман самолёчӗсем вӗҫсе пынӑ пирки пулнӑ тревогӑсем те ҫак ҫыннӑн яланхи йӗркине пӑсайман . Эсир йӗрӗнмелле ӗнтӗ манран. Ҫавӑнпа та эпӗ сиртен ҫавсене илме тесе пӗр-пӗр ҫынна яма е хӑвӑрах Архангельскине килсе кайма ыйтатӑп. — Пирӗн ҫак ҫӗрекен пурнӑҫ лачаки урлӑ чӗре савакан ырлӑхӑн пулас патшалӑхне кӗпер хывмалла, акӑ мӗнле ӗҫ тумалла пирӗн, юлташсем! Ҫак самантра Элен ура ҫине тӑрса упӑшкине аллинчен ярса тытрӗ. Ман шутпа, ҫавӑ тӗлӗкре пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ те пулӗ. — Мӗнле, Петр? Анчах лешӗ парӑнасшӑн пулмарӗ: — Малта манӑн татах ҫур ҫул пур-ха, чӑхсене вара кӗркунне шутлаҫҫӗ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Варламовӑн темиҫе вуншар та вуншар пин теҫеттин ҫӗр, питӗ нумай укҫа тата ҫӗр пине яхӑн сурӑх пур иккен, вӑл мӗн ӗҫлесе еплерех пурӑнни пирки калас пулсан, Егорушка ҫынсем ӑна вӗҫсӗр шыранине те Варламовӗ яланах «ҫак вырӑнсенче ҫаврӑнса ҫӳренине» ҫеҫ пӗлет. Ӗҫ акӑ мӗнре: барометр юпи майӗпен пӗр чарӑнми анма пуҫларӗ. Ку ҫумӑр пуласса пӗлтерет, анчах ҫумӑр ниепле те пуҫланмарӗ-ха, Дик Сэнд вара начар ҫанталӑк нумая пырать пуль тесе шухӑшларӗ. Эпӗ малтан вуласа тухнӑ кӗнекесем Гонкурсӑр пуҫне пурте ҫынсене, ман хуҫасем пекех, пит кӑшкӑрашса, хытӑ тиркетчӗҫ, час-часах вӗсем айӑплӑ ҫынна савса пӑхмалла, ырӑ ӗҫсем тӑваканнисем ҫине тарӑхса каймалла тӑватчӗҫ. Тӑсӑлса выртакан ҫын тӗлнелле пӗшкӗнсе, хӑйӗн вӑрӑм пӑшал кӗпҫине палачсем еннелле ярса, сунарҫӑ татах калать: — Ҫук, эсир ун пек тӑвас ҫук. Ҫапах та ӑнлантарса памасӑр хӑварма, арӑмӗ умӗнче хӑй тивӗҫне ӳкерме пултараймарӗ вӑл, ҫавӑнпа та хӑй пӗлнӗ пек ӑнлантарса пачӗ: — Ударники-и? Мӗн тӑвас тетӗр, ҫавна тӑвӑр. — Кайрӑмӑр! — терӗ Паккарчӗ шӑппӑн. Февральте вӑл юлашкинчен Танганьикӑна курнӑ, Уджиджине ҫитнӗ, унтан вӑл Хӗвелтухӑҫ обществи Калькуттӑран хӑй ячӗпе янӑ хӑш-пӗр япаласене илнӗ. Ҫавӑн пек юла юпнӑ йӑвашлӑхпа улталанса, Филимонихӑ ӗнтӗ ӳкӗтлесе пӑшӑлтатнӑ: — Эсӗ хӑвах шутла-ха, тӑванӑм, мӗнле юратӑр-ха сана, арлӑ пулнӑ арӑма, уйрӑлнӑ пулсан та, хусах арҫын патне хваттере тата тӗттӗмре килме? Ну, паллах, сехре хӑпса тухнипе куҫ-пуҫ чарӑлса кайрӗ те манӑн, вара эпӗ картишӗнчен вӗҫтере патӑм. Аха! Ман ҫумран иртнӗ чухне хӗр, ман ҫине ӗлӗкхиллех ӑшшӑн пӑхса, хӑвӑрт пӑшӑлтатса каларӗ: «Пырӑр пирӗн пата сакӑр сехетре, илтетӗр-и, ним тӑхтаса тӑмасӑр…» — Ҫук, ку ман ывӑл мар, тахҫан хам вӗрентнӗ ҫын. Епле юрӑ, амӑшӗ, э? Февралӗн вуниккӗмӗшӗнче анлӑ производствӑллӑ канашлу пулса иртрӗ, унта колхоз активӗ хӗрӗх ҫын ытла пухӑнчӗ. Ҫав канашлура вӑрлӑх фончӗ тӑвасси ҫинчен, уйри ӗҫсен нормисем ҫинчен, инвентарьсене юсаса хатӗрлесси ҫинчен тата запаслӑх хӑварнӑ выльӑх апатӗнчен ҫураки вӑхӑтӗнче ҫитерме кирлӗ чухлӗ апат уйӑрса хурасси ҫинчен калаҫрӗҫ. Хӗвел анса ҫитсенех халӑх шкула пуҫтарӑна пуҫларӗ, спектакль лартакан зала лӑках ҫын тулчӗ. Оленин, хусканусемпе тата хӑйне мухтанипе ҫӗкленсе кайнӑскер, старикпе пӗрмаях сӑмах пуҫласшӑн пулчӗ. Анчах ӗҫе урӑхла пулса тухать: вуннӑшне ҫапнӑ та — ҫӗршер ҫын ҫилленнӗ! — Турӑ вӑйӗ — сывӑ куҫлисем те курманнине суккӑра уҫса парать. — О, ҫук, ҫук, апла мар, — мӑкӑртатса илчӗ пачах именсе ҫитнӗ подпоручик: — эсир иксӗр те йӗркеллӗ, сумлӑ ҫынсем те-ха, ҫавӑнпа эпӗ… Давыдова шухӑш килсе кӗчӗ: вӑл сулахай аллипе тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ те сылтӑммипе ҫӗҫҫе туртса кӑларчӗ, ӑна хӑй ӗмӗрӗнче пирвайхи хут курнӑ пек ҫавӑркаласа пӑхма пуҫларӗ. Вӑл пире пурсӑмӑра та ларса тухма сӗнчӗ. Клисурӑ кунтан алӑ тупанӗ ҫинчи пек курӑнать. Тӳррипе кала — унсӑр вилӗм!» тесе кӑшкӑрмалла-и е тӳрех чиксе пӑрахмалла-и?.. Вут ҫутипе вӗсене хуса яма аванрах мар-и? Леререх, вӑрманалла каякан ҫул хӗрринче, хӑйӑрпа сапӑннӑ пӗчӗк чӑрӑш айӗнчи снаряд алтнӑ лупашкаран — слон шӑмминчен касса тунӑ пекех ҫӳхе питлӗ, хура сӑнлӑ узбек курӑнса выртать. — Ҫапах- та, — терӗм эпӗ, — ҫакна кашнийӗшех саккун вырӑнне хума пуҫласан, этем йӑхӗ пӗтнӗ пулӗччӗ. Артамонова ку ҫав тери хытӑ пырса ҫапнӑ, вӑл: мӗншӗн? — тесе те ыйтмарӗ. Унтан вара — унӑн чӗри урса кайнӑпа пӗрех, кӑлт сиксе илчӗ, вӑл чӗтреме пуҫларӗ, унӑн ҫамкине тимӗр кӑшӑл, ӑс-тӑна хупӑрласа илекен тимӗр кӑшӑл хӗснӗн туйӑнчӗ. Айван ӗҫ мар… Анчах ҫапла туни эпӗр туслӑ пурӑнассине кӑшт та чӑрмантармарӗ; мӗншӗн тесен эпӗ, вӑл пирӗн ытти ҫамрӑк дворянсем пекех ҫемҫе те ҫука ертмелӗхех наяннине кура куляннӑ хушӑрах, Иван Петровича чӗреренех юрататтӑм. Акӑ кам иккен инкекшӗн айӑпли! — Патшаннипе пӗр ят манӑн. Вӗсем хӑйсем ман ҫине столярсем питех те паха япала тума май пулмалли йывӑҫ татӑкӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ. — Сирӗн ҫинчен мӗн те пулин пӗлме кирлӗ мана, эпӗ сирӗн хӗр ыйтӑвне тӗкӗнместӗп вӗт-ха? — шӳтлесе илчӗ Давыдов. Пачах урӑхла, кулленхинчен уйрӑмрах ӗҫ пулса иртессе кӗтрӗ вӑл. — Ҫук, пултараймастӑп! — тенӗ вӑл кил-йышне, хӑйне хӑй чӗри тӗлӗнчен ярса тытса. Ку вӑл ахаль ҫӳремелли кӑна, тепри… тӗлӗнмеллескер, тӗк пекех ҫӑмӑл, унӑн ӑшне кӗрсе ларсан, каланашӑн ан ҫилленӗр, сире нянька сӑпкара сиктерет тейӗр! Каҫӗ епле пулӗ-ши? Питӗ пысӑк ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын вӑл. Ҫӑмӑл шухӑшлӑ та япала ҫине ҫиелтен пӑхакан этем пулсан, ӑна ҫак сакӑр ҫулхи ачан ҫулӑмпа хыпса илнӗ сӑмахӗсем култарса пӗтернӗ пулӗччӗҫ. Анчах Шотландин тавҫӑруллӑ ҫыннисем ачана ӑнланчӗҫ, ҫавӑнпа та ача хӑй халӑхне пулӑшма хатӗр тӑнинче кулмаллине нимӗн те тупмарӗҫ. Эпӗ сана юрататӑп. Пуринчен уҫҫӑнрах куҫа, утравӑн ҫурҫӗр пайӗнче икӗ вырӑнта, ҫурҫӗр хӗвеланӑҫ пайӗнче пӗр вырӑнта хӗрлӗ чернилпа тунӑ виҫӗ хӗрес паллисем курӑнса тӑраҫҫӗ. Юлашки хӗрес палли ҫумӗнче ҫав хӗрлӗ чернилпах, капитанӑн кукӑр-макӑрӗсен евӗрне вуҫех килмен вӗтӗ те уҫӑ саспаллисемпе ҫапла ҫырса хунӑ: «Мулӑн теп пайӗ кунта», — тенӗ. Картӑн тепӗр енче ҫав саспаллисемпех ӑнлантарса ҫырнӑ. Эсӗ пӑх-ха, епле телейлӗ те ӑнӑҫлӑ ҫын вӑл, унӑн ӗҫӗсем, кустӑрма пек, йӑрӑлтатса кӑна пыраҫҫӗ. Шыв ҫийӗ хумханса илни, ҫав тӗлте, тарӑнра, лӑпкӑ маррине кӑтартать. — Бойчо пичче, эс-и ку? Тухтӑр ӗнер мана кунӗпех ҫав Швеципе йӗрӗнтерчӗ: халӑха вӗрентес ӗҫ Швецинче ҫапла, тет… тата ытти те, пурте ҫавнашкал, тет… пӗрремӗш сорт! — тет. Хӑш чух вӑл арӑмӗнчен ыйтнӑ: — Илья таврӑнчӗ-и? Судпа айӑпланнӑ ҫын, хӑйне халь ӗнтӗ хӗрхенсе кайрӗҫ пулӗ тесе, ӗмӗтленнӗ пек куҫӗсене ҫӗклесе пӑхать. — Ӗҫ ҫӳретме пулчӗ. Чирлӗ мар-и эсир? Виҫемкун ҫыру килчӗ, кӗске ҫырнӑ, икӗ сӑмах кӑна: вӑл Сталинградра. — Фу, шуйттан… мӗнлерех кӳренӗҫлӗ эсир… — пӑлханчӑклӑн хыпкаланса, пукан ҫине кӑтартать те пач кӗтмен ҫӗртенех тӳрккесле ӑшӑлӑхпа калать ӑна Шульгович. Эккей машина! Кунта хайхи Щукарь никам пулӑшмасӑрах чухласа илет: вӑл туяннӑ лаша хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр ӗмӗрӗ тӑршшипех чигирь кулӗмӗнче утса ирттернӗ-мӗн, унтах суккӑрланса, ватӑлса ҫитнӗ. Тул енчен вунпилӗк фут ҫӳллӗш пулакан тӗреклӗ тӗкмесем лартса тухнӑ. Тен, вӗсенчен шикленесси пӗтӗмӗшпех иртсе кайман пулсан та, вӗсемпе интересленес шухӑш вӑйлӑрах пулчӗ. Вӑл вара халь мӗнле каччӑ пулса кайнӑ! Чи лайӑх джигит. Рыбин ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан аллисемпе сӗтел ҫине тӗренсе, Павел патне пӗшкӗнчӗ. Анчах — ӑҫта каясшӑн-ха эсӗ? Ӑна Нагульнов хваттерне ҫавӑтса кайрӗҫ. Алексей ҫав самантрах ӑшчикӗ темле шӑнса кайнине туйрӗ. — Килӗшетӗп. Устенька сасартӑк пуҫне тантӑшин кӑкри ҫине хучӗ, ӑна аллисемпе ҫавӑрса илчӗ те, пӗрхӗнсе тухакан куллипе антӑхса, пӗтӗмпе чӗтреме пуҫларӗ. Тем тесен те, Англие таврӑнсан, эпӗ хама хам улӑп ҫынсен ҫӗршывӗнче тыткаланӑ пек хӑтланакан ҫынсене темиҫе хут та курма тиврӗ. Пӗр-пӗр ниме тӑман, йӗрӗнчӗк, ултавҫӑ, хӑйӗн асӗ те, нимле чаплӑ ӑсӗ те ҫук, тӗрӗс шухӑшлама та пултараймасть пулсан та, час-часах хӑйне мӑнаҫлӑн тыткаласа государство ӗҫӗсене тӑвакан чи пысӑк ҫынсемпе танлашма хӑтланать. — Укҫасене пур ҫӗре те алтса чикнӗ-ши вара? Ҫыннисем те кунта уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫеҫ, — терӗ вӑл, ахӑлтатса кулса. Хӗпӗртенӗ принц дервиша ыталаса илнӗ те талисман шырама тухса кайнӑ. Давыдов каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн тӗпелти пӳлӗмне кӗчӗ те, почтӑран халтерех кӳрсе панӑ хаҫатсене пӑхса тухма тесе, сӗтел хушшине ларнӑччӗ кӑна, — чӳрече хашакӗнчен хуллен шаккани илтӗнчӗ. — Пикник валли акӑ тепӗр компаньон тата пире. — Джим валли — дневник ҫырма. — Пур ҫӗрте те эпир ҫӗнтертӗмӗр, — терӗ священник, а вырӑнне о хушса калаҫаканскер. Вӑл, вилмеллех суранланнӑ офицер хурланса ан ӳктӗр тесе, Малахов курганӗ ҫинче французсен ялавӗ вӗлкӗшни ҫинчен нимӗн те шарламарӗ. Чи вӑйлӑ лаша ҫурӑмне те урипе пӗрре ҫапсах ҫурать вӑл! Юрать, юрать, пӗлетӗп эпӗ сирӗн шантарӑвӑрсене. Аэлита ҫамкине аллипе сӑтӑрчӗ, ассӑн сывласа илчӗ те экрана сӳнтерчӗ. Ҫак вӑй питӗ пӗчӗккӗ: Хӗвел енне ҫаврӑннӑ Ҫӗр лаптӑкӗ ҫине Хӗвел ҫути пӗтӗмпе те 10 пин тонна вӑйпа пусать. Чӑнах та, кунта нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук: ман куҫсем пит пысӑк япаласене курма хӑнӑхнӑччӗ те, ман хама куҫкӗски ҫинче курас та килместчӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑнтан эпӗ хама ытла та ниме тӑман пӗчӗк чӗрчун тесе йӗрӗнсе шутлама пуҫлаттӑмччӗ. Анчах халь ӗнтӗ унӑн сасси вӑйран кайнӑ пек янӑрамарӗ: вӑл хӗрӳленчӗ, ҫирӗпленчӗ. Ку сӑмахсем пуринчен ытла вӑл вилес умӗн пехиллесе хӑварнипе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ, анчах вӑл кама мӗн халалласа хӑварнине, унӑн душеприказчикӗсӗр, Иван Иваныч княҫсӑр пуҫне, никам та пӗлмест. Пугачев комендант ҫурчӗн крыльцинче кресла ҫинче ларать. Виҫҫӗмӗш бригади вара — сӑртламра ӗҫлет; унта хӑйӑрлӑ ҫӗр; значӑт, ҫӗрулми лартма хатӗрленетпӗр. Анчах… ҫук, хама тӳрре кӑларасшӑн каламастӑп эпӗ. Эпӗ эсир ҫӑкӑн пек принциплӑ ҫын иккенне пӗлмен. Кӑштах тӑрсан, вӑл Тихон Вялов ҫав ухмаха картиш кӗтессинче хӗстерсе лартнине, дворник унтан лӑпкӑн, анчах ҫине тӑрсах тӗпчесе ыйтнине курчӗ: — Мӗн тени пулать вӑл, каямас тени? — Вӑл именнине асӑрхарӑн-и эсӗ? — Канӑҫа эпӗ, чӑнах та, иртерех тухрӑм пулас, анчах, ҫынсем калашле, сурансемпе чирсене ыйтса илмеҫҫӗ, вӗсем хӑйсемех пырса ҫакланаҫҫӗ. Пуҫсӑр юланут паян ун куҫӗ тӗлне пырса лекмест те пулӗ, тен. Анчах унччен манӑн сире, эсир мана ылханасран, кӳренесрен, хам ҫинчен чӑннипе каласа хӑвармалла. Хижняк ун еннелле вӑрт ҫаврӑнчӗ те йӑл кулчӗ. Икӗ ҫурт лартрӗ. Пиччӗшӗнчен тепӗр сад пахчи туртса илчӗ. Ҫакӑн пек путсӗр сӑн-питпе манӑн кам куҫне курӑнас? Ӗнтӗ вӑл ҫӗрӗпе Марко картишне хӑй сӗкӗнсе кӗнинчен пуҫласа ҫак саманта ҫити мӗн-мӗн тӳссе курни акӑш-макӑш хӑрушӑ та тискер пулни ӑна тӗлӗкре курнӑ пек кӑна туйӑнсаччӗ. Хӗрарӑмсем умӗнче ятлаҫма юрамасть. Хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем тӗл пула пуҫларӗҫ. Кирек мӗнле пулсан та, эпӗ ҫур ҫул хушшине яхӑн больницӑра выртрӑм. «Вӑл манпа арҫын ачапа, ухмахпа калаҫнӑ пек калаҫать», — шухӑшларӗ Яков. Куна е кам та пулин урӑх ҫын кӑшкӑрать, е эпӗ каялла ҫаврӑннӑ. Манах тумтирне вӑл вуншар пин манах пурӑнакан, манахсене хисеплекен тата вӗсенчен хӑракан ҫӗршывра лайӑх хӳтлӗх пулнӑран кӑна упраса хӑварнӑ. Ҫав ятсене Том хӑй юратнӑ романсенчен илнӗ. — Чарӑн, — терӗ аслӑ Артамонов шӑллӗн ывӑлне, лешӗ вара ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ те, малтан вӑрӑм сӑмсине пӳрнисемпе хыпашласа илсе, куҫлӑхне каллех ун ҫине ҫакса ячӗ. Августӑн 19-мӗшӗ, юнкун. — Ҫапла, сударыня, — терӗ хӗрача, — илтрӗм эпӗ, капитан сӑмахӗсене илтсен, манӑн чӗре хытӑрах тапа пуҫларӗ. — Мӗн хӑтланать вӑл? — пӗлес те килмен пекех ыйтрӗ вӑл, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлченӗ май. — Сирӗн кунта питомник. Вӑл, янахне галстук ӑшне нихҫанхинчен те аяларах чиксе, куҫӗсене сиввӗнрех чарса пӑрахрӗ те каллех ҫилленнӗ кайӑк пек пулса тӑчӗ (ула курак пекрех, е ҫӑхан пек). Ҫав мӗнпур тусемпе чулсем манӑн хулпуҫҫисем ҫинче пусса выртнӑ пекех туйӑнать. Манӑн сивчир тытнӑ чухнехи пекех чӗтӗресе тӑракан аллӑмсем ҫак калакан сӑмахсене ҫырса пыраҫҫӗ. Мӗнле кӑна обществӑра пулман-ши, кама кӑна тӗлпулман-ши! — Крушени, апла пулсан, кӑнтӑр енчи полушаринче пулнӑ. — Утӑ ҫулма, синьор, пахчари йывӑҫ турачӗсене тикӗслесе касма пӗлетӗп, — тесе пуҫларӗ те вӑл, сассине улӑштармасӑрах: — ҫӗрле пӗр сехетре ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли тӗлте. Вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те ҫӑвара темиҫе катӑк юр хыпрӗ, вара, ӗнтӗркесе хытма пуҫланӑ шӑмшакне хускатса, кӗсьерен тутӑхнӑ банкӑна кӑларчӗ, ӑна нимӗҫ ҫӗҫҫипе касса уҫрӗ. Вӗсене вӑрман сулхӑнӗ пур енчен те хупӑрласа илчӗ. Вӑхӑта ҫухатма юрамасть. Вӗсене кирлӗ пек пӑхни ҫук-ҫке-ха… Ман шӑлсем ӳснӗ, санӑн — ҫук!» — тенӗнех туйӑнчӗ. «Андрий!» терӗ ватӑ Бульба, вӑл хӑйӗн тӗлӗнчен иртнӗ чухне. — Татӑклӑнах, — терӗ те Инсаров тӑрса тухса кайрӗ. Эпӗ ӗмӗрлӗхех намӑса тӑрса юлнӑ. Унран хӑтӑласси маншӑн йывӑрах пулас ҫук — хамӑн хурлӑхлӑ приключенисене курса ҫӳренӗ хушӑра эпӗ вилесене хӑнӑхса ҫитрӗм тата вӗсенчен хӑрама та пӑрахрӑм ӗнтӗ. Эпӗ ӑна, сӑсӑл тултарнӑ михӗ пек, пиҫиххийӗнчен ярса тытрӑм та, пӗрре сулсах борт урлӑ ывӑтрӑм. Вӑл шыва хыттӑн сирпӗтсе ӳкрӗ. Чӑлах та кимӗ ҫав пӗчӗк шыв тӗлӗнчен часах иртсе кайрӗ. Апрелӗн ҫирӗммӗшӗнче вӑл Бяла Черквана кайнӑ чух ҫула май Клисурӑна чарӑннине пӗлетпӗр ӗнтӗ эпир. — Анчах вӑл пӗлет, ҫурҫӗрти ӳсентӑрансӑр пушхирте тинӗс те, якӑр ярса тӑракан карап та пулма пултарайман, вӑл ӑна, темиҫе кун маларах хӑйӗн авӑрламан пӑшалӗнче патрун ҫуккине пӗлнӗ пекех, аван пӗлсе тӑрать. Эсир ӑна — эпӗ ӗнтӗ урӑх ним тума та пӗлместӗп — эсир ӑна вӑл хӑйне те, пире те пӗтерме пултарнине кӑтартса парӑр. — Вӗсене ҫырса пӗлтерекен пулнӑ-ши? Тата тепӗр кун иртсен Гленарван ҫӗнӗрен тепӗр ҫыру ячӗ, адмиралтействӑра хӑйне начар йышӑнни ҫинчен ӳпкелешсе ҫырнӑ. Паганеле шыв юпписем, пӗчӗк шарланкӑсем, пӗчӗк ҫырмасемпе пысӑк шывсем, пӗвесем, тулли графинсем те тӗлленчӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, шыв мӗнле кӑна пулать, ҫавсем пурте ыйӑхӗпе аташса пӗтрӗҫ. Кӗҫех Сюзанна та калаҫӑва хутшӑнчӗ, вӑл та Куян Тутине, эпӗ хисеплекен Мери пекех, хытӑ вӑрҫрӗ. Пур енчен те хурлӑхан, шак курӑкӗ, эрӗм шӑрши кӗрет. — Амаҫурисене хирӗҫ ҫырнӑ пулсан, вӑл ӗнтӗ вуҫех те пустуй пулать, ҫавна ҫырнӑран амаҫурисем лайӑхрах пулса тӑрас ҫук, — тесе ҫине тӑрсах каларӗ каменщик. Каярахпа вара, тен, кӗҫех ашшӗ те пулса тӑрӑн-ха, тесен, ҫак сӑмаха вӑл хӑраса ӳкнӗпе пӗрех кӗтсе илчӗ. Вӑл вилнӗ пекех ҫывӑрчӗ. — Да, Корчагин. Унпа яланлӑхах уйрӑлма йывӑр пулать мана. — Ҫак килтен пӑрахса кайма пултараймарӑм. Тухтӑр ним сӑмах чӗнмесӗр хӑйӗн ӗҫӗпе аппаланнӑ вӑхӑтра та вӑл ҫав туйӑмсемпех сӗмленсе тӑчӗ. Анчах ҫиленнӗ судья ӑна ҫийӗнчех пӳлсе хучӗ, ку сан ӗҫпе ҫыхӑнса тӑмасть, терӗ. — Мӗн пулчӗ? Айртон хӑйне те пӗрле илме ыйтрӗ, вара кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе Джонпа унӑн юлташӗсем трап тӑрӑх «Дункан» ҫине хӑпарчӗҫ. Том диван ҫинче выртать, вӑл хӑйне питӗ тӑнласа итлекен ҫынсене хӑйсем тӗлӗнмелле мыскара курни ҫинчен каласа кӑтартать. Кураймастӑп эпӗ ҫав лекарь пекскерне; ман шутпа, вӑл шарлатан кӑна; хӑйӗн шаписемпе вӑл физикӑра та инҫех каяйманнине эпӗ витӗр пӗлетӗп. — Чӑрмантармасть, Василий Михайлыч! Ерофей васкамасӑр ларкӑч ҫинчен анчӗ те, витре салтса илсе, пӗве патне кайрӗ, вара, каялла таврӑнсан, сасартӑк шыв пырса тивнӗ втулка мӗнле чӑшӑлтатнине хаваслансах итлерӗ… Анчах Паганель ҫакнашкал инкексем пулассине пӗлсех тӑрать, ҫавӑнпа та вӑл ҫак ӗҫе питӗ асӑрхавлӑн тытӑнма шутлать. Иккемӗш кунӗ иртнӗ ҫӗрелле хулари ҫынсем ҫапла ҫеҫ сӑмахларӗҫ: Джо индеец каланисем пурте тӗрӗс пулчӗҫ, присяжнӑйсем мӗскӗн Поттер тӗлӗшӗпе мӗнле приговор тӑвас пирки нимӗн те иккӗленмелли ҫук ӗнтӗ. Вара амӑшӗ, унӑн янӑракан хытӑ сӑмахӗсене илтсен, хӑранӑран пуҫӗпе сулкаласа, ывӑлӗнчен шӑппӑн кӑна ыйтрӗ: — Ҫаплах-ши, Паша? Амӑшӗ малтан пурӑннӑ ҫӗрте ҫынсем нумай чуптӑваҫҫӗ, час-часах ачаш сӑмахсем калаҫҫӗ, анчах ялан пӗр-пӗрне выҫӑ йытӑсем пек кӑшлаҫҫӗ. Хурӑнсем вӑраххӑн ӳснӗ, вара, лӑнчӑркка шурлӑх ҫинче пӗр пилӗк ҫул ларсан, ӳксе ҫӗрсе кайнӑ. Унтан ытла: «Пилигрим» вельбот хуҫӑкӗсем ишсе ҫӳрекен ҫӗре ҫитнӗ чухне вӑл палуба ҫинчеччӗ. Королева хушнипе Казондери пӗтӗм халӑх — вырӑнти ҫынсем те, килнисем те — пытарнӑ ҫӗрте пулмалла. Хӗр вара ҫавӑнтах аллине ҫӑварӗ патӗнчен илчӗ; ҫӑкӑрне тирӗк ҫине хучӗ те, хирӗҫ калама хӑйман пӗчӗк ача пек ӑна куҫран пӑхма пикенчӗ. Мартӑн 12-мӗшӗнче ҫанталӑк тата япӑхланчӗ. Ҫыннисем те, шуйттан илесшӗ, тупнӑ вӗт-ха кама суйламаллине — ҫав «ҫывӑрма юратакан чӑлаха» председателе суйласа лартрӗҫ, халӗ хӑйсем те ӑна мӑшкӑлаҫҫӗ пулӗ-ха. — Кунта карап ванса каять, лере — ҫапӑҫу! — кӑшкӑрчӗ Ла-Вьевиль паттӑррӑн кулса. Тата мӗн тума эсир ман мӑйран Троцкие ҫакса яратӑр, мана унпа пӗрле кӳлетӗр? — Ҫӗнтерсе илеҫҫӗ вӗсем сире. Давыдов тӳссе тӑраймарӗ: — Эсӗ пытармасӑр виҫ! — Хӑҫан? Ҫавӑн хыҫҫӑнах унӑн чӗринче ывӑлӗ пирки шухӑш ҫуралчӗ. — Халӗ лайӑх асӑрха, эпӗ сан ятна калатӑп… Халӑх хушшинче каллех ӳпкелеҫҫӗ. — Пултараймастӑп. Унӑн ҫамки ҫинчи пӗркеленчӗк якалса ҫитрӗ, час-часах унӑн ҫынна ахӑрттарса яракан кулли илтӗне пуҫларӗ. Мӗн кулмалли тупрӑн ман ыйтура? Хаклӑ япаласемпе эрешлеме юратнӑ Соломон хӑйӗн варлине. Пӗлӗтре-и пулӑр, Ҫӗр ҫинче-и утӑр, Вӗҫӗр-и таҫти тӳпенелле, Икӗ ҫунат, Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ, хӑюллӑ, Шанчӑклӑ та пултаруллӑ Мӑшӑр ҫунат, сиршӗн вутлӑн Чунӑм ҫунать. Вӑл ытти каччӑсенчен пуринчен малтан хӗрсене тӗксӗммӗн пӑхакан, пурӑнӑҫран писнӗ ҫын пек курӑннӑ, пуҫласа вӑл вӗсене ҫухатнӑ савӑнӑҫсем ҫинчен тата хӑйӗн шаннӑ ҫамрӑк ӗмӗре ҫинчен каланӑ; кусенчен пуҫне тата вӑл вилнӗ ҫын пуҫне ӳкернӗ хура ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ну, мӗнле-ха апла вара? — тесе малалла калаҫать эпӗ пӗлмен сасӑ. Ку вӑл йӑлтах мӑнкӑмӑллӑх, ху курма тивӗҫлӗ асапунтан тарса пытанмалли вырӑн, ют телее ӑмсаннинчен ҫӑлӑнас тени. Ыттисемшӗн пурӑнас, ырӑ тӑвас! Мӗншӗн? Ман ӑшра пӗр хама анчах юратни тата пӗр ӗмӗт — ӑна юратас, унпа, унӑн пурнӑҫӗпе пурӑнас ӗмӗт ҫеҫ пулнӑ вӑхӑтра-и!? Эп вилессе те ҫитнӗ, ытти чирлӗ ҫынсенчен мана, ку пурпӗрех чӗрӗлеймест тесе, икӗ хутчен уйрӑм ҫӗре вырнаҫтарнӑ. — Нина Капитоновна! Ҫӗрӗн карап ҫуначӗсене хуйхӑ пуснӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫут тӗн чӗри ҫулсем тӑрӑх пит те ирсӗр ҫынсене илсе ҫӳреҫҫӗ, — пьянцӑсем, упшурсем, ҫак тӗнчери каяшсем, сирӗн ҫинчен калатӑп, — сирӗн шучӗ те ҫук, ылханлӑскерсем, сире ҫӗр те хӑй ӑшнелле йышӑнмасть! — Кунтала пӑхӑр-ха! «Левко? Эпӗ пӗвӗмпе Володьӑран самай лутра, сарлака хулпуҫҫиллӗ, хулӑн пӳ-силлӗ, ӗлӗкхи пекех илемсӗр, ҫакӑ мана ӗлӗкхи пекех асаплантарать. Вӑл сасартӑк… хӑраса ӳкрӗ те, хӑй хӑраса ӳкнине хӑйӗнчен пытарас тесе, ҫавӑнтах хавасланнӑ пек пулчӗ. Тӗпче, мӗн курнине пурне те вӗрен, пуринчен лайӑх ӳкерекен пул, анчах пур япаланне те шалти шухӑшне, пуринчен ытларах ун вӑрттӑнлӑхне тупма тӑрӑш. «Казначейство канцлерӗ те унпа пӗр шухӑшлах пулчӗ. Хама та лаша ури сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ: «Пӗр-пӗр казак килсе ҫитрӗ пулӗ», — тесеттӗм. Чирлӗскер хӑйӗн шанчӑклӑ йыттине, хӑй ҫумне пырса ачашланаканскере, пӑвса вӗлерме тӑнӑ тата хӑйне хыттӑн ыталаса илсе шывран кӑларма тӑрӑшакан тусне ҫапса, вӗҫерӗнсе кайма хӑтланнӑ. Кашниех кӑмӑллӑ та тус пек пулни сисӗнчӗ, ҫав кӑмӑл — ҫӗнӗ кӑмӑл пулнипе — вӗсене иментерчӗ, ахӑр. Тӗнчере мӗнпур лайӑх япала е камер-юнкерсене е генералсене лекет. — Мӗн? Чӑнах та ҫавӑн пек йӑваш та таса чӗреллӗ ҫамрӑк ҫынна юратмасӑр тӑма хал та ҫитес ҫук. — Эпир тытӑнса пӑхнӑ-и вара тетӗп эп каллех? — хӗрсе, кайса ыйтрӗ тухтӑр. Жандарм хӑйӗн арӑмӗ чирленӗ пирки мар, хулара еркӗн тупнӑ пирки ӑна кунта усрать… Ун ҫине пӑхма та пултараймастӑп эпӗ: вӑл мана чӑтса тӑрайми мӑшкӑл кӑтартрӗ, пӗтӗм ятӑма ячӗ». Анчах кун пек тунипе вӗсем ӑна нимӗн те калаттарайманнине хӑйсемех кураҫҫӗ, вара килне кайса унӑн амӑшне арестлеҫҫӗ те хӑйсем патне ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Вӑл чӗвен тӑрса сикрӗ, манӑн урасем патнех ӳкрӗ, унтан самантрах вилчӗ, эпӗ хамӑн ҫӗмрен йӗппине унӑн ҫӑварӗнчен туртса кӑлартӑм та пытартӑм. Атте ҫинче пурӑнакан… хуҫалӑхшӑн ҫеҫ усраҫҫӗ мана… унтан — качча! Награда паратӑп». Вӑхӑта тӗрӗс кӑтартма совет астрономӗсем чи лайӑх инструментсем тунӑ: вӑхӑта вӗсем ҫӑлтӑрсем тӳпере мӗнле вырнаҫса тӑни тӑрӑх кӑтартса параҫҫӗ. Халь ӗнтӗ унӑн сӑн-пичӗ паҫӑрхи пек салхуллӑ мар; вӑл хӑйне кӳрентернӗшӗн тивӗҫлипе тавӑрнӑ ҫын савӑнӑҫне палӑртать. Ҫакна кура хуласен аслӑ пуҫӗсем калаҫса татӑлаҫҫӗ те кӗтӳҫе ярса тытаҫҫӗ, чакӑл ту ҫине сӗтӗрсе каяҫҫӗ, кӳлле пӑрахаҫҫӗ. Этем хӑй тӗрӗс мар пурӑннине пытарас тесе, хӑйӗн начар пурнӑҫне курас мар тесе, хӑйне хӑй суккӑрлатма пултарать, ҫакӑнта — унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ тата вилӗмӗ. Ҫав хут ҫинче татӑклӑнах каласа панӑ, канцелярист Спицынран хӑйне лекнӗ … ят ҫӗре тивнӗ … чунлӑ именири пӗтӗм пурлӑха вӑл, аттене, Дубровские, сутнӑ, договор тӑрӑх пама тивӗҫ укҫине — 3200 тенкине — атте йӑлтах парса татнӑ, шантарнӑ ҫыннине Соболева ҫав имение закон тӑрӑх атте ҫине ҫирӗплетсе ҫырса пама хушнӑ. — Епископа кайни вара мӗн? Ҫутӑлас умӗн ҫулҫӳревҫӗсем малалла кайрӗҫ. — Апла пулсан та, халӗ вӑл маншӑн пит хаклӑ япала. Эпир вӗсене пула ҫеҫ мар, вӗсемпе усӑ курса ҫапӑҫаттӑмӑр. Юр ӗнтӗ текех пире куҫа уҫма чӑрмантараймасть — вӑл ҫӗр ҫинче выртать. Ҫук, сэр, ун пекки нимӗн те кирлӗ мар мана. Тепӗр кунне, ытларикун, июнӗн 30-мӗшӗнче, ирхине 6 сехетре эпир каллех ҫула тапранса кайрӑмӑр. Халапсенче калаҫҫӗ-ха ӗнтӗ ҫавӑн пек курӑнусем ҫинчен, халь те корвет халапри пекех хӑрушӑ чул сӑртпа тӑшман флочӗ хушшипе пырать. Ун хыҫҫӑн фургонӗсем уттарчӗҫ. Вара Александр ун ҫине тапӑнчӗ: — Вӑт эсӗ те, ҫӗр ҫинче вӗтеленсе ҫӳрекенскер, ҫӳп-ҫапла сӑмахсем акатӑн, а мӗн усси пур? Вӑл манӑн Заполярьеччӗ-ҫке! Йӗри-таврах тата, ҫӑхансем пек, начальство сыхласа тӑрать: санӑн ытлашши ҫӑкӑр татӑкӗ ҫук-и? Ҫывӑхри станцире гудок янӑрарӗ. — Кайӑрах ӗнтӗ, тусӑм, — тет татах Эль-Койот пӑртак хаваслантаракан сасӑпа. — Мӗн тесшӗн эсӗ? — пӑлханса ыйтрӗ Мэри. — Так точнӑ! — кӑшкӑратчӗ Ермохин. — Манӑн кунта «Суту-илӳпе тинӗс-ҫӳрев хаҫачӗсен» комплекчӗ пур, унтан хамӑра мӗн кирлине илме пулать. Сивӗсем унта — питӗ хаяр… Вӗсен пурин те пекех хушамачӗсем — Шепердсон. Аптека патне чупса ҫитнӗ тӗле ӑша хытӑ кӗчӗ. Ҫав хӗрачана аса илсен, Артамонов кӗрен-кӑвак хӑлхаллӑ ҫынна мӑкӑртатса каларӗ: — Чун — юрлаканскер! — Эсӗ кирек те мӗн шухӑшлама пултаратӑн, — терӗ вӑл. — Мӗнле апла? — тесе ыйтрӗ Костя. Кӗперӗн тепӗр енне тухсанах кашни салтак тенӗ пекех ҫӗлӗкне хывать те сӑхсӑха-сӑхсӑха илет. Кровать ҫинче хӗрачи ҫаплах ҫывӑрать-ха. Старикӗн питех ҫиесси килнӗ; вӑл саланнӑ та чӑнкӑ ҫырантан тӳрех шыва сикнӗ. — Иккӗмӗшӗ: ҫак ачана хӑвӑр ҫумӑрта тытӑр, е пулӑшу кирлӗ пулсан, мана чӗнӗр. Пӳлӗмсенче лӑпкӑ, таса урайӗнче чӗнтӗрлӗ мӗлкесем чӗтреҫҫӗ, стенасем тӑрӑх кӗнекесем тӑратса тултарнӑ ҫӳлӗксем тӑсӑлаҫҫӗ, темле ҫирӗп сӑнлӑ ҫынсен портречӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тепӗр боецӗ аллинчи снарядне кӑларса ӳкерчӗ те, мӗнпур вӑйӗпе кӑшкӑрса ярса, аяккалла ыткӑнчӗ. Хӑрах айккине ярса тытса, чалӑшшӑн пускаласа чупрӗ вӑл. Сылтӑм алӑра наган тытса, сулахай аллипе вӑл пӳлӗм алӑкне хӑвӑрт хыпашласа тухрӗ те пӗчӗк кӗле хунӑ алӑка урипе тапса сирпӗтрӗ. Юрий Людмила Кашкина патне кайса, ун участокӗ ҫинче кӑнтӑрла ҫитичченех пулма шут тытрӗ. Эсир вӗсене пӗлетӗр-и? Володя Влангпа пӗрлех — хӑйӗнчен пӗр утӑм та юлман Влангӑпа пӗрлех — блиндажран чупса тухрӗ те батарея патне ыткӑнчӗ. Оренбурга ҫитерехпе эпир ҫӳҫӗсене хырнӑ, питне-куҫне палач хӗскӗчи ҫӗмӗрсе пӗтернӗ колодниксен ушкӑнне тӗл пултӑмӑр. Вӗсене хулана тӑшман пырса кӗресрен укрепленисем тунӑ ҫӗрте ӗҫлеттереҫҫӗ, ӗҫленине гарнизонри инвалидсем асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗм караван тӑрӑх салатса янӑ, кӗрешсе ывӑннӑ Дикпа ун юлташӗсем урӑх пӗрре те хускалмарӗҫ. Кам паллӑ тунӑччӗ-ха? Колокольчиков эсӗ-и? Унтан, кӑшт тӑхтасан, тата тепре. — Мӗскер вара? — тарӑхса, тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ старик, кресло ҫинче каялла тайӑнса ларса. Мана Гриша сирӗн ҫинчен ҫав тери нумай ҫырса пӗлтерчӗ!.. — Шуйттанпа ҫапӑҫатпӑр! — Ҫук, сэр, укҫа мар, — терӗм эпӗ. — Вӗсем шыранӑ япала, манра, манӑн кӑкӑр ҫинчи кӗсъере выртать. Тӗрӗссипе каласан, манӑн ҫак япалана хӑрушлӑх ҫук вырӑна хурасчӗ. — Чӑнах-и? Пӳрте кӗнӗ хыҫҫӑн пӑртак тӑрсан, вӑл крыльца ҫине тухрӗ тӗ, кӗнекепе чӗлӗм тытса, пӗр хӗрринерех, ирхи хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем ӳкеймен ҫӗре, чей ӗҫме ларчӗ. Аллине пуленкке тытса тӑрса, Ромаҫ унтан: — Эс ӑҫта кӗретӗн? — тесе ыйтрӗ. Станци тесе Австралинче ҫамрӑк выльӑхсене пӑхса ӳстерекен хуҫалӑха калаҫҫӗ. Ыйтаҫҫӗ хайхискертен: «Кала, сирӗн ячейкӑра тата камсем тӑраҫҫӗ, тух комсомолтан», — теҫҫӗ. Ҫак паллӑ мар планетӑран пулакан пӑлхану тӑрӑх тӗнче уҫлӑхӗнче вӑл ӑҫта вырнаҫнине тупмалла пулнӑ. Ывӑлӑма эпӗ ачашласах каймастӑп, тӗрӗссипе каласан, апла тума вӑйӑм та ҫитмӗччӗ те, анчах хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ: гварди офицерне лайӑх тумланма, ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа пурӑнма кирлех. Симурден Говэн ҫине пӑхать. Унӑн юнланнӑ пичӗ-куҫӗ ҫав тери хаваслӑ. Ҫак вӑхӑтра Говэнран инҫех те мар тӑракан Симурден, тӳрем сӑртлӑхра хӑйӗн вырӑнне тӑма ӗлкӗрейменскер, горнист патне пычӗ те:— Сигнал пар, — тесе хушрӗ. Эпӗ ӑна дуэль йӗркипе персе пӑрахма тупа турӑм (Ӑна манӑн пемелли юлчӗ-ха). — Эсӗ тӑма хуш ӑна! — терӗм эпӗ кулса. Доктора алӑкӗнчен шаккамаллаччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ темшӗн итлерӗм те чӳречи патне утрӑм. — Чухӑнлӑх, чухӑнлӑх… Санин килне таврӑнчӗ, вара ҫурта ҫутмасӑрах, диван ҫине кӗрсе выртрӗ, аллисене пуҫ айне хучӗ, ӑна хӑй тин ҫеҫ ӑнланса илнӗ юратун туйӑмӗсем ҫавӑрса илчӗҫ… — Мӗн эсӗ, ҫав хыткукар ҫумне ҫыпҫӑнсах лартӑн-им? — ыйтнӑ ялти ҫынсем Ерофейран. — Эпӗ те ҫывӑраймастӑп. Юхӑнса утассисем, юхӑнса юрлассисем пӗтрӗҫ, ун вырӑнне калаҫу-тӑву, кулу-ахӑлтату, чупкалашу пуҫланса кайрӗ. Вӑл, тен, ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса, тутлӑ апат ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ пулӗ, эпӗ вара… ара, мӗн калаҫмалли пур унта! — Ӑҫтан кунта килсе ҫаклантӑн? Санин ватӑ итальянец ҫине пӑхса илчӗ те шухӑша кайрӗ. Вӑл, хӑраса ӳксе, урине каялла туртса илчӗ, малалла ӳпӗнчӗ. Ҫапах та эп ӑна килӗшмерӗм пулмалла, вӑл хӗпӗртесех мӑйӑхне шӑлса илчӗ те ларма сӗнчӗ. Пӗтӗмӗшпе каласан, вӑл йывӑррӑн шухӑшланӑ, шухӑша кайсан вара вӑраххӑн, темле йывӑр япала йӑтса пынӑ пек утна, пуҫне чалӑштарса, хӑй умнелле пӑхнӑ. Ҫак вӑхӑтра, Николай калаҫӑвне ҫур сӑмах ҫинчех пӳлсе, каллех хыттӑн шӑнкӑртаттарчӗҫ, — вӗсем патне вӑхӑта кура мар ҫӑмӑл пальто тӑхӑннӑ Людмила пырса кӗчӗ. Шӑрӑха тӳсеймесӗр вилсе кайрӗ, ау! — Аиу ту ира хасхе Аэлита, — чӗнчӗ те Лось — хӑйӗн сӑмахӗсен тӗлӗнмеллерех сассине кӑштах аптӑраса тӑнлать. Эпӗ кунта куҫатӑп, малашне кунта ӗҫлетӗп. Пытанма юрать-и сан ҫуртунта, тетӗп. Ӑна Джо каласа кӑтартнӑ-мӗн: эсӗ ҫав каҫ кунта килнӗ те эпир ун чухне мӗн калаҫнисене пурне те итлесе тӑнӑ курӑнать. Тюлим сылтӑм аллине Макар лашин чӗлпӗрне тытнӑ та, йӑл-йӑл кулкаласа, сиккипе сиктерсе пырать. — Пӗркун шыв леш енче сутатчӗҫ пӗрне, утмӑл монетла парасшӑнах мар, учӗ вара — ногай ӑратӗнчен. Пӑхатӑп та, Ҫӑрттан мучин кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, анчах ман умра тӑма темшӗн вӑтанать, урайӗнче шукалать, тӑрасса вара тӑмасть… Ҫавӑн пирки ӗнтӗ «Пилигрим» «Вальдека» Мельбурнпа Пӗрлешӳллӗ Штатсем хушшинчи карапсем ҫӳрекен яланхи ҫултан чылай кӑнтӑрарах тӗл пулнӑ. Анчах халӑха пӳрте кӗртмеҫҫӗ, алӑк патӗнче милиционер тӑрать, следователь килсе ҫитессе кӗтет. Пирӗн пата йӑх ӗрчетмех ярса панӑ, — кулса ячӗ пӗр хӗрарӑмӗ, ҫап-ҫаврака кӑвак куҫӗсене хӗссе Давыдов ҫине пӑхнӑ май. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри чи савӑнӑҫлӑ сехет вӑл — Клавдия Михайловна, аллисене хыҫалалла тытса кӗрсе, савӑнӑҫлӑн ҫутӑлакан куҫӗсемпе пурне те пӑхса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн:— Ну, паян кам ташлать-ха ӗнтӗ? — тенӗ сехет пулнӑ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче пассажирсем икӗ вӑрра тытрӗҫ, — вӗсенчен пӗри ҫул ҫӳрекенле тумланнӑччӗ, — вӗсене пӗр сехете яхӑнах матроссенчен вӑрттӑн хӗнерӗҫ, матросӗсем вӑрӑсене ҫынсен аллинчен туртса илсессӗн, халӑх матроссене вӑрҫма тытӑнчӗ: — Вӑрӑ вӑрӑсен хутне кӗрет, паллах! — Эсир мана вӑййа пӗлместӗр! — тавӑрнӑ Фома, сӗтел хушшине вырнаҫса. Ӑҫта кайса кӗнӗ пулӑттӑн? «Унӑн алли епле чӗтрет! Вӑл ҫырӑва хуллен кӑна хутлатать, конверт хӗррисене чӗлхипе йӗпетсе ҫыпӑҫтарать, унтан, конверта сӗтел ҫине пӑрахса, ӑна пӗчӗкҫеҫ — манӑн кача пӳрнерен те пӗчӗкрех пӳрнипе юнать. — Вӑл чемодан хупкӑчине хупрӗ те урайӗнчен тӑчӗ. Ҫав ҫынсем иккӗшӗ те пӑлхавҫӑсен сар пуҫлӑхӗсем пулса тӑнӑ. Ҫыннисем те урӑх, сӑмахӗсем те… пурте. Упӑшки улталани Анна Васильевнӑна кӳрентернӗ; уйрӑмах вӑл пӗррехинче Анна Васильевна заводӗнчен ултавлӑ майпа кӑвак пар лаша илсе хӑйӗн ерӗшкине парнелени арӑмӗн чӗрине ыраттарнӑ. Виктор усаллӑн кулать, хуҫи:— Ҫитӗ! — тесе кӑшкӑрать. — Юлашки уйӑхсенче вӑл пӗчӗк аренӑсенче тухнӑ, — тенӗ Келли. — Эх, Яша, Яша! — йывӑррӑн сывлакаласа илнӗ Осип Михайлович. Ҫав вӑхӑтра ҫыран патне пысӑк паром ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫак эрехҫӗ ҫуккишӗн, паллах, кулянмалла мар. Вӑл уттине хӑвӑртлатрӗ, аллисене малалла тӑсса, пӳрнисемпе ҫӗрлехи тӗттӗмлӗхре шывлӑ тусана хыпашларӗ, инҫетелле, хунар ҫути ҫине куҫне илмесӗр пӑхрӗ. Унӑн пӗтӗм шӑмшакӗ ыратрӗ, хӑсасси килчӗ, куҫ умӗнчи ҫав сӑнарсене хӑваласа ярас тесе, вӑл мӗнпур вӑйне хурса тӑрӑшрӗ, анчах сӑнарӗсем ҫухалнӑ-ҫухалманах ун ҫине хӗрелнӗ куҫлӑ ашкӑнчӑк Дымов чышкисене ҫӗклесе чупрӗ е тата вӑлах: «Кичем мана!» — тесе тунсӑхларӗ. — Апла пулсан, Паганель, — терӗ Гленарван, — хальхи вӑхӑтра вӑрҫӑ ӗҫӗсем Оклеидпа Таранаки провинцийӗсенче сарӑлса пыраҫҫӗ-и? — Ҫапла ҫырать: «Ӗлӗк эпӗ ҫавӑн пек сӑмахсене пит ӗненсех кайманччӗ», тет. Ҫийӗнчех сан патна чуптарасшӑнччӗ, унтан вара — ав ҫавӑнта, хурӑн ҫине. Ҫӗр унта юлнӑ. Ҫапла майпах вӗт пуҫ мими ахаль чухне нихҫан та пуҫа пырса кӗрес ҫук шухӑшсемпе сӑнарсене час-часах тӗлӗкре тӗрлет. Седов лейтенант экспедицийӗн «Св. Фока» шхуни мана тупса Архангельска илсе ҫитерчӗ. — Артём таврӑнчӗ-им? — ыйтрӗ вӑл, нимӗн калама аптраса. Акӑ мӗн ҫырса ятӑм эпӗ ун патне: Хисеплӗ Иван Иваныч! Тӗрӗслес шутпа хам та сӑнаса пӑхрӑм. Тен матроссене пурне те пӗр ҫын таранчченех хӑйсен вожакӗсем пире хирӗҫ тӑма ӑс парса ҫитернӗ пулӗ, анчах вӗсен ытлашши шала кӗрес килмен. — Хӑнасем тетӗн, мӗнле хӑнасем? — Ху нихӑҫан та, нихӑҫан та яр уҫҫӑн каласа пама пултарайман япаласем ҫинчен ачана аса илтерме кирлӗ-ши? Тӗнчере ун пеккисем ҫеҫ мар, пысӑк инкексем те пулаҫҫӗ: ҫил-тӑвӑл ҫурт тӑррине сӳсе ывӑтать, йывӑҫсене тымарӗ-мӗнӗпе ҫӑла-ҫӑла кӑклать, вакунсене рельссем ҫинчен ывӑтать, тинӗссенче карапсем путарать… Ман хыҫҫӑн! Океанӑн сылтӑм енче ҫӗре палӑртакан хӑмӑр йӗре вӑл тимлесе пӑхрӗ. — Акӑ, тыт. Ҫитменне упӑшки пирки те татӑлса хуйхӑратчӗ. Ҫак хӳме тӑрӑх пар лаша кӳлнӗ кӳме ирӗклӗнех ҫӳреме пултарать. Тетка урине ҫулласа илнӗ те, вӑл мӗншӗн пынине ыйтмасӑрах, хуллен те тӗрлӗ саспа ӳлесе янӑ. Эпӗ пӗр чарӑнмасӑр ҫапла шухӑшласа пыратӑп: «Ҫулӗ пӗрре ҫеҫ, вӗсем ҫак ҫулпах пыраҫҫӗ пулсан, эпӗ вӗсене хӑваласа ҫитмеллех. «Хуйхӑрма кирлӗ мар, — тесе шухӑшланӑ вӑл. — Кала ӗнтӗ, ӑҫта каймалла? Калама манса хӑвартӑм-ха тата: тинӗс ҫийӗн аран вӗҫнӗ чух такам пӗри, радист пулмалла, ҫыран тӑрринче те пӳрт, те йывӑҫ вышка асӑрхарӗ. — Ах, турӑҫӑм! Мӗншӗн? Пӗр пытармасӑрах калатӑп, ҫакӑн ҫинчен пӗлтерни мана каласа памалла мар савӑнтарса ячӗ. — Эпӗ республика уполномоченнӑйӗ. Пӑшӑрханма мар, тарӑхсах ҫитнипе тата хӑйсен ӗмӗчӗсем хистесех тӑнипе, вӗсем пӗтӗм вӑй-халӗпе тӑрӑшса хӑйсен проекчӗсене пурнӑҫлассишӗн тимлӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Эпӗ сирӗн бригадӑра юлатӑп, Атаманчуков вӑкрисене илетӗп те, кун каҫиччен пӗр га е пӗр га та чӗрӗк сухаласа пӑрахма май пуррине кӑтартса паратӑп. — Э, Давыдов, эсӗ ытла та вӑрт-варт этем-ҫке! Койотсем ҫынна ҫыртса ҫурасшӑн пӗр-пӗрин ҫине пыра-пыра кӗнӗ. Юлашкинчен, тивӗҫлӗх туйӑмӗ ҫӗнтерчӗ те вӑл ҫапла каларӗ: — Ҫук, Айртон, эпӗ сире ирӗке кӑларма пултараймастӑп. Еленӑна та сивӗ пула пуҫларӗ; вӑл ҫул тӑрӑх малалла пӑхать: инҫетре, вӗҫекен юр витӗр, хула курӑнать. Эпӗ ҫывӑрсах кайма пуҫланӑ, анчах вӑл ҫук та ҫук… Тӳреме хӑпарса ҫитсен, вӑл никам тытса чармалла мар прери тӑрӑх сиккипе вӗҫтернӗ. Ан калаҫ ун ҫинчен, манӑн юратнӑ пикем, — терӗ Джеймс. «Михӗсем? Мӗн тултарнӑ, ахаль ҫӑкӑр-и, е хӑпарту?» Симурден виҫӗ тӗслӗ кокардӑллӑ шлепке тӑхӑннӑ, аяккине хӗҫ ҫакнӑ, пиҫиххи хушшине икӗ пистолет чикнӗ. Эх, ним те ӑнланмаҫҫӗ! Саламлатӑп сана! Зигфрид ятлӑ пӗр нимӗҫ графӗ Испание маврсемпе ҫапӑҫма каять. Чаплӑн, васкамасӑр, сӑмахсене ҫирӗппӗн татса, Ҫимурден ҫапла каласа хучӗ: — Айӑпланакан Говэн, эпир сирӗн ӗҫе пӑхса тухрӑмӑр. — Эсир хӑвӑрӑн халала ҫырнӑ-и? — ыйтрӗ Вернер. Вӗсен хыҫӗнче шляхта ҫыннисем йышлӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Кусем ӗнте пӗрисем хӑйсен червонецӗпе, теприсем король хыснипе тата теприсем жидсен укҫипе, е аслашшӗсен замокӗсенчи мӗнпур пурлӑха сутса хӗҫпӑшалланнӑ. Унӑн чӗри ӑшшӑн та ҫемҫен хаваслӑ туйӑмпа тулчӗ. Акӑ мӗнле шухӑша кайрӑм эп унта, урамра тӑнӑ чух. Хӗрарӑм ман ҫуммах пырса тӑчӗ те, ыйткалакан сасси пек сасӑпа: — Ачашласчӗ сан мана, э? — терӗ. Монтанелли ҫамкине аллипе тытса пӑхрӗ. Февраль 349. Ҫук, эпӗ тек чӑтса ирттерейместӗп. Тоня, чӗркуҫҫийӗсене аллипе ыратмаллах чӑмӑртаса, диван ҫине лаштах ларчӗ. Вӑрман хӗррине ҫитме икҫӗр утӑм та юлманччӗ, Джон Мангльс сасартӑк чарӑнса каялла чакса тӑчӗ. Ку чӗнмест. — Ку сюжет поэма ҫырмалӑх ҫук, — мӑнаҫлӑн каларӗ сӑвӑҫ, — анчах лирикӑллӑ сӑвӑ ҫырнӑ чух эпӗ сирӗн сюжетӑрпа усӑ курӑп. Ҫавӑн пек калама сана вӑл янӑ ӗнтӗ. Тачки ҫӳҫне сӑтӑркаласа тӳрлетрӗ, сюртук ҫанни ӑшне пӗтӗмпех тенӗ пек кӗрсе пытаннӑ чышки ӑшне ӳсӗрсе илчӗ, сюртук тӳмисене тӳмелерӗ те, урисене вӑрӑм ярса пусса, улпут майри патне кайрӗ. Хыҫра, пӳрт ишӗлчӗкӗнчен кӗрешӳ пырать. Акӑ сирӗн сӗтел ҫинче пӑхӑр укҫа выртать. Тар вӗсен ытлашши нумай мар-ҫке. 18-мӗш числара пирӗн рота набега кайрӗ. Аркадий Катя ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ. Кану пӗтрӗ. Ӑҫта ҫӳреме пултарать-ши пичче? Эй тусӑм! — терӗ вӑл, хӑйӗн хыҫҫӑн тачкӑ туртса пыракан ҫынна. Эпир капитанпа иксӗмӗр тӑна кӗриччен чылай вӑхӑт иртрӗ. Хура сухалӗ ӳссе кайнӑ. Вӑл варахчен сӑмсине шӑнкартса, макӑрса, унтан каллех сӑмсине шӑнкартса ларчӗ. Юлашки вӑхӑтра нумай япалана хӑнӑхса ҫитрӗм, нумай япала куртӑм Засекинсем патӗнче: вӗсен йӗркесӗрлӗхӗ, яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем, хуҫӑк ҫӗҫӗсемпе вилкӑсем, салхуллӑ Вонифатий, ҫӗтӗк-ҫатӑк горничнӑйсем, княгиньӑн хӑйӗн хӑтланкаларӑшӗ — ҫак йӑлтах тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ тек маншӑн ҫӗнӗ мар ӗнтӗ… Совет обществи коммунизмӑн ҫӳлти сыпӑкне малашне пурнӑҫа кӗртес тӗллев лартать пулин те, анчах халь вӑл коммунизмӑн ҫӳлти сыпӑкне пурнӑҫа кӗртеймен-ха; коммунизмӑн тӗп принципӗ ҫапла: «кашнинчен унӑн пултарулӑхне кура, кашнине ӑна мӗн кирлине кура». — Маттур! Кӑнтӑрла ҫитсе пыратчӗ. — Ҫӳреме вӗрентнине илтӗр-и е кунта ҫӳреме вӗрентрӗр? Амӑшӗ ӑна, Павелпа курнӑҫичченех, пӳрт умӗнче хӑна килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Павел кунта иккӗмӗш хут килни Кюцамсен килӗнчи хирӗҫӗве ытла та хӑпартса ячӗ. — А-а-а! Вӑхӑт ҫителӗклех пулчӗ. Мӗскӗн Поттер ахлатса илчӗ те, питне аллисемпе хупласа, хуллен каллӗ-маллӗ сулланкаласа ларчӗ. Суд залӗнче ытла та шӑп пулчӗ, ҫакӑ вара ҫынсемшӗн темӗнле йывӑр пек туйӑнчӗ. Редакци коллегинче Павела асӑрханарах йышӑнса илчӗҫ. Редактор заместителӗ, ӗлӗк подпольщица пулнӑскер, халь Украина Тӗп Контроль Комисси президиумӗн членӗ, ӑна темиҫе ыйту пачӗ. Сквайр ун умне чӗркуҫленсе ларчӗ, унӑн аллисене чуптурӗ, пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ. — Ыйтас килет? — хускалмасӑр каларӗ Пӑван. — Аван… — Ӑна килне чӗнсе кайрӗҫ, — терӗ Гейка. — Малтанах туйса тӑратӑп, акӑ, эсир Грушницкие тапӑнма шут тытнине, — терӗ доктор. Хӑшӗ тепӗр куннех парӑнать, анчах тӗрӗссипех калас пулать, ун пеккисем кӑпӑр-капӑрсем ҫеҫ вӗсем. Хамран тӑрӑхласа кулакан Саньӑна миҫе хутчен кӑна хӗнеме шутламан-ши эпӗ. Мӗнле майпа вара ҫав офицер-дворянин пӑлхавҫӑсемпе туслашса ӗҫкӗ ӗҫме, тӑшмансен пуҫлӑхӗнчен парнесем: кӗрӗк, лаша тата укҫа илме пултарнӑ? Ҫулҫӳревҫӗн янахӗ айӗнче ҫеҫ тӳмеленӗ плащ арки сирӗлсе кайнипе виҫӗ тӗслӗ пиҫиххи хушшипе хӗстернӗ икӗ пистолет аври, плащ арки айӗнчен хӗҫ вӗҫӗ курӑнса тӑраҫҫӗ. «Чиперех пӑхатӑп-ха», — тетӗп. Эппин сире ҫакна каласа парам-ха, рабочи юлташ: ҫав юлташлӑх вӑл коллективизацирен мӑшкӑллани тата совет влаҫне ҫав тери сиен кӳни ҫеҫ пулать, — терӗ Нагульнов, палӑрмаллах хумханса. — Манӑн мӗн каламалли! — тавӑрчӗ Марьяна. Санин та хӑй лаши ҫине утланса ларчӗ: Марья Николаевна чӑпӑрккине сывлӑшра шартлаттарса илсе Полозов г-нпа сывпуллашрӗ, унтан хӑйӗн лашине лаптак та авӑнчӑк мӑйӗнчен ҫапрӗ; лаши кайри урисем ҫине тӑчӗ, малалла сикрӗ те, мӗнпур шӑнӑрӗсене чӗтретсе, тулхӑра-тулхӑра малалла ерипен кайрӗ. — Эсир ырӑ йӑхран тухнӑ ҫын пулнине, — пуҫларӗ хорунжи, — тата хама ӑнланма пултарнӑ тӑрӑх, хамӑрӑн та офицер званийӗ пулнине шута илсе, эпир те, мӗнпур йӗркеллӗ ҫынсем пекех, яланах калаҫса татӑлма пултаратпӑр. Кайсан-кайсан, вӑл пӗр айлӑм вырӑна пырса тухрӗ. Йӗри-тавра вӑрман ларать, кӗр майӗпе ҫулҫӑ тӑкса ҫаралма тытӑннӑ йывӑҫсем хушшипе пӗчӗк юханшыв кукӑрӑлкаланса юхса выртать. Ывӑлпа комиссара суйлӑпӑр, — илтӗнчӗ унӑн хӑлхине такамӑн ҫирӗп те кулӑшла сасси. Кунран кун вӑл ӗҫе пынӑ — хырнӑ, тасатнӑ, ҫунӑ. — Хӑҫантанпа эсӗ ҫав тери вӑтанма тытӑнтӑн, е эсӗ те романсенчи героиньӑсем пек ашшӗ-амӑшӗ курайман ҫынсене кураймасӑр пурӑнатӑн-и? Анчах ача пӑхма никам та Наташка пек пултарайманнине пула ултӑ уйӑхран ӑна улпут ҫуртне унчченхи ӗҫех каялла илсе килеҫҫӗ. Фелим кӗмӗл стакан илчӗ те кайма анчах тӑнӑччӗ, сасартӑк Тарӑ хытӑ вӗрсе, алӑк патнелле ыткӑнчӗ. Политовский Артём патне ҫывӑхарах куҫса ларчӗ те хуллен пӑшӑлтатрӗ: — Пирӗн вӗсене турттарса кайма юрамасть, ӑнлантӑн-и? — Ну, кала хӑвӑртрах, хӗрлӗ упа, хӑвӑртрах, мӗн йӗкӗлтесе тӑратӑн? — терӗ хӗр, команда панӑ пекех хыттӑн хушса. Сеттльментре пирӗн ҫавӑн пек ҫынсем пур, вӗсене чармасан, вӗсем ҫавна тӑваҫҫех пулӗ. Вӑл икӗ ҫул пӗрлешнӗ ҫӗре ҫитрӗ. Унта чул хӗрес ларать. Хӗрес ҫинче тӑват кӗтеслӗ хут листи шуррӑн курӑнать. Ҫак хут листи те хӑй тин ҫеҫ вуласа тухнӑ пӗлтерӳ пеккиех пулас. Улӑм кӗлти пекех тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑрать. Ака вӑл Сечь! Ҫак хирти лашана хӑваланӑ чухнехи пек, унӑн хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та сунарта ҫавӑн пек нумай ҫӳремелле пулман. Мӗнле хаярлӑхпа тытӑнӗ вӑл татах хӑйӗн ирсӗр ӗҫне тума! — Тумтир илес вырӑнне укҫан илнӗ пулсан, ӗнтӗ вӑл тӗппипех татӑлнӑ — вӑт вӗт мӗнле… Мӗн «мӗншӗн тесен»? Луизӑна! — Юрӗ, килӗшетӗр пулсан, эпӗ ку ҫурта илетӗп, — терӗ вӑл. Ҫакна чӗтренӳсен хисепӗ тӑрӑх танлаштарнипе ӑнлантарса парас меслет пырса кӗчӗ унӑн пуҫне, анчах вӑл пӗлет, суккӑра кирли ку мар. Ҫулҫӳревҫӗсемшӗн тӑрне пулса тӑнӑ храм ӑшне пӗр енчен, форт картишӗ енчен кӑна кӗме пулать. Храмӑн кайри стени тӑвалла хӑпарса каякан чуллӑ ҫӗр ҫумне сыпҫӑнса тӑрать. Пӗр-икӗ хутчен унӑн аллине чӑмӑртарӑм эпӗ; иккӗмӗш хут чӑмӑртанӑ чух вӑл хӑй аллине пӗр сӑмахсӑр туртса кӑларчӗ. Тӳррипех калатӑп, йытӑ ҫын пек калаҫма пултарнине илтсен, тӗлӗнсех кайрӑм. Хам ӗҫе манӑн урӑхла йӗркелесе ямалла, факт! Хаваслӑн ӗҫсе-ҫимелле пултӑр! — тенӗ Фома. — Итлӗр, апла пулсан: Грушницкий ун ҫине уйрӑммӑнах ҫилленнӗ, ҫавӑнпа ӑна — пӗрремӗш роль! — Ҫитменнине тата кутӑруҫӑн ҫывӑрас та килмест, — хушса хучӗ вӑл ассӑн сывласа. Назанские ӑмсанса кӳлешни те пурччӗ кунта — иртни тӗлӗшпе кӳлешни, темле савӑнӑҫлӑ хаярлӑхпа Николаева хӗрхеннӗ те, анчах ҫав вӑхӑтрах тата темле ҫӗнӗ шанӑҫ йӑшӑлтатни те палӑрчӗ — уҫӑмлӑ мар, тӗтрелленчӗк, ҫапах пылак та илӗртсе йыхӑраканскер. Калиныч ҫӑпатапа ҫӳрет, аран-аран йӳнеҫтеркелесе пыркалать. Вӑл тӗлӗннипе ҫапла кӑшкӑрса тӑнӑ вӑхӑтра пушмак сутакан г-жа Байяр ун патне вунтӑватӑ су илсе пынӑ. Пурӑнса ирттернӗ япала вилнӗ чух пурӑнма тытӑнакана: «Пурӑн!» тет. Кам мӗне хавас! — кӑшкӑрашнӑ Кононов. Ҫӗрле начар ҫывӑракан пулчӗ вӑл, ирхине вӑрансан, ялан пуҫӗ ыратать, апатне те вӑхӑтра мар, мӗн килчӗ ӑна ҫеҫ ҫикелет, каҫченех вара темле халсӑр ҫӳрет — ку уншӑн хӑй те ӑнланман, халиччен пӗлмен туйӑм. Кам кирлӗ тата сана? Тьфу! — Сиснӗ пулас вӑл ӑна. Лосьпа Гусев канал еннелле тӗксӗмленсех пыракан, ҫавӑнпах тата та пушӑрах, тискер тӳремлӗхпе чупаҫҫӗ. Ҫак чи хӑрушӑ ҫанталӑк вӑйӗнчен вӗсем пӗр вунпилӗк минут хушши нимӗн тума аптӑраса тарчӗҫ. Мӗн чухлӗ пултаратӑн, ҫавӑн чухлӗ ак, тетчӗ! — Тепре перер, — терӗ те вӑл, каллех пӗшкӗнсе, тӗллеме тытӑнчӗ, хальхинче минута яхӑн та иртрӗ. — Городцов ҫамки ҫине тухнӑ тарне тутӑрпа шӑлса илчӗ. — Ҫук… Куҫӗсем пысӑк ун, питӗ кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, ҫӳҫӗ хура, кӑтра та илемлӗ. Лешӗ — инҫетре, шыв хӗрринчи ту ҫинче пулчӗ-ҫке, юнашар урӑх пӗр кил-ҫурт та ҫукчӗ. Ҫав вӑхӑтра, мула шыракансем ҫитиччен, докторпа Грэй хыртан инҫех те мар пытанса выртма ӗлкӗрнӗ. Унашкал япаласем мӗне пӗлтернине эпӗ питӗ лайӑх чухлатӑп! Анчах кун ҫинчен ҫав хӑйне темиҫе чӗнпе урлӑ-пирлӗ ҫыхкаласа пӗтернӗ вӗҫкӗне мӗнле калас? — Анчах хӗн-хур курса тӑнӑ ҫынсем халӗ «Дункан» пыракан хӗвеланӑҫ пайӗнче те ҫавнах тупма пултарайман пулас? — тесе ыйтрӗ Элен. — Ку алҫырӑвӗсене пӗр алӑпа ҫырман; шифрне кӗнекинчен кайрантарах ҫырнӑ; ку ҫиелтен пӗрре пӑхса курӑнать: чӑнахах та, малтанхи иккӗллӗ М саспалли Стурмсон кӗнекинче тӗл пулмасть, мӗншӗн тесен ӑна Исланди алфавитне XIV ӗмӗрте тин кӗртнӗ. Пӗр ултӑ-ҫичӗ вӑлтине, пӗрин ҫине ӑман, теприн ҫине чуста чӑмӑркки е ҫӑрттан тытма вӗт пулӑ тирсе, йӗркипе ывӑтать те, — пулӑсем пырса хыпасса кӗтсе ларать. Пӗр виле тӑприне те тирпейлемен, ҫавӑнпа хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекен ҫил тӑмлӑ тӗмескесем ҫинчи иртнӗ ҫулхи хыт хурана хурлӑхлӑн силлентерет, типсе тӗссӗрленнӗ армутине хӗрарӑмӑн ҫинҫе пӳрнисемпе суйланӑ пек чӑштӑртаттарать. Дик Сэндпа Том тата Геркулес кӑткӑ йӑвин аял пайӗнче юлчӗҫ. Тӳррипех калатӑп, юлашки вӑхӑтра эпӗ халиччен никам курман-илтмен япаласене курса илтме пуҫларӑм. — Миҫе пичӗке? — Ӑна эсир, Артамоновсем, ӑнран кӑларса ятӑр, мана Никита Ильич пӑтраштарчӗ! — А вӑл — эсӗ ӑна пӑтраштартӑн, тетчӗ! — Ҫапла, ҫапла, ӑнланатӑп, — чӗтрекен сассипе мӑкӑртатрӗ Симурден. — Вӑл замок хуҫи вӗт, ӑҫтан тухса кӗмеллисене пурне те пӗлет. Петра пӗр сӑмахах икӗ хутчен каларӗ: — Сирӗн аҫӑр пирки мана унӑн сиятельстви, князь Георгий Ратский питӗ лайӑх ҫын тенӗччӗ, ҫав сӑмахсене аҫу пӗтӗмпех тӳрре кӑларчӗ. — Упа ҫинчен эпӗ илтмен те, — терӗ Дефорж, — анчах яланах ҫумра пистолет чиксе ҫӳретӗп, мӗншӗн тесен, хам званине пула унсӑрӑн каҫару ыйттараяс ҫуккине пӗлсе, эпӗ хама мӑшкӑлама, кӳрентерме парасшӑн мар. Пар-ха мана, ырӑ ҫыннӑм, тепӗр пирус. Дымовӗ иртӗхет, Кирюхин асӗ ҫук… Юлашки тӗркӗш уйӑхсенче типографи заказран заказа ҫеҫ ӗҫлекелет. Пуринчен ытла халӗ «аслӑ» атаманӑн воззванийӗсене пичетлеҫҫӗ. Вӑл, чӑнах та, халӗ кунта иксӗмӗр урайӗнче выртнӑ пекех пулать. — Вӗсем уҫӑ тинӗсрен иртеҫҫӗ, эсир ҫавӑнпа, паллах, пӗр карап та курмарӑр. — Пӗр рота шкул патӗнче тӑрать, тепри фабрика патӗнче… Вӑл питех те улшӑнса кайнӑ, сӑн-питрен те йӑлтах урӑх, — малтанхи пекех асапланни питех палӑрмасть. Пирӗн ҫӗршывӑн пайтах вӑхӑт вӑйлӑ ҫапӑҫма тивет. Вӗсене ҫил суллантарса тӑрать. Вӑл уйрӑмах паха, ҫутӑ, ачалла тӗлӗксем курса выртать пулмалла; уншӑн пурӑнма канлӗ, сывлама ҫӑмӑл. Ӑна пушӑ шӑрпӑк коробки те савӑнтарать. Эсӗ арҫын ачана ҫапла калатӑн ҫеҫ: «Сансӑр пуҫне нихҫан та урӑх никама та качча каймастӑп», — тетӗн, — ӑнлантӑн-и, нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та; унтан вара ӑна чуптӑватӑн. Ҫавӑ ҫеҫ. Чаплӑ ҫынсене курас тесе вӗсем пек хыпса ҫунакан этемсене эпӗ ӗмӗрте те курман. — Нумайччен-и? Ку вӑхӑталла ытла пӗчӗк те чухӑн пулнӑ-ха Озириспа Изидӑн ҫак храмӗ, ту ӑшне хӑвӑл евӗр чакалтаса тунӑскер. Вӑл чӗнмест, пӗрмай пирӗн ҫинелле хӑйӗн ютшӑнакан куҫӗсемпе пӑхать, хӑй пӗтӗмпех сиксе чӗтрет. Кунтан курӑнакан сӑнлӑх питӗ ансӑр, анчах шухӑшлӑ пек тата илемлӗ. Кунта пысӑк усӑ пулассине тӗрӗс шутласа хунӑ, нимӗнле йӑнӑш та ҫук! Ӑҫта каяс-ха ман? Чирлӗ ҫын патӗнчен тухсан, вӑл авансцена ҫинче пайтахчен шухӑша кайса тӑчӗ, куракансем унӑн калас сӑмахӗ пирки шухӑшласа тӑччӑр, терӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫӑрттан мучи хӑй тарӑхнине пӗрре те пытармасӑр итлерӗ, юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ: — Хӑяр та турӑх апла? Анчах вӑл каланисемпе рабочисем пурте килӗшрӗҫ, ҫавӑнпа та пурин те ун хутне кӗмелле, аяла пулсан — ӑна нумай тытса усрамӗҫ… Эпӗ Ганса вӗсем ҫинелле кӑтартатӑп. Николай, яланах ӗҫлӗскер, куллен-кун пӗрешкел, пӗр виҫеллӗ пурнӑҫпа пурӑнать: ирхине сакӑр сехетре чей ӗҫет те хаҫат вуласа амӑшне ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерет. Эпӗ алла ҫӗр ҫине хураттӑм та, юланутсем лашисене ун урлӑ сиктере-сиктере каҫаратчӗҫ, пӗррехинче тата император сунарҫи мӑнттай лаша ҫине утланса пычӗ те ман пушмак тӑхӑннӑ ура урлӑ сиктерчӗ. Юлашкинчен вӑл аяккалла кайма пуҫларӗ, эпӗ вара хӑрушӑ кӳршӗрен хӑтӑласса та шанса ҫитнӗччӗ. Ҫук, кун пек юрамасть… Ун патӗнче ҫав тери ҫывӑх пулса алӑ тӑсма… ҫав хаклӑ алӑ ҫумне сӗртӗнме те май пур… — Эпӗ ун пек ҫынсене курнӑ! — терӗ вӑл хӗрӳллӗн. Вӑрахчен пӑхнӑ патша хӑйӗн вилӗ савнийӗ ҫине, унтан пурнӑҫ ӑшшине ҫухатма пуҫланӑ ун ҫамкине пӳрнисемпе хуллен сӗртӗнсе илнӗ те васкаман утӑмсемпе пӳлӗмрен тухнӑ. — Малтан Ганс патне кайса сулла илсе килӗпӗр, — терӗ вӑл. Манӑн ун патӗнчен тухса тармасан та май килместчӗ… Ия, урӑх нимӗн тума та пулмастчӗ. Ку ӗҫпе ҫамрӑк офицерсем, ҫапӑҫӑва организацилессине хӑйсем ҫине илнӗскерсем, аппаланма пуҫларӗҫ. — Мӗнлине курмарӑм. Сӗтел патне ҫитсе тӑрсан, хӑрах куҫӗпе Макар ҫине шӑтарас пек пӑхса, Ҫӑрттан ыйту пачӗ: — Эсӗ, Макарушка, питӗ кирлӗ пулса тухнипе хӗрарӑм арҫына ӗҫрен пӑрнине хӑҫан та пулин курнӑ-и? Эпӗ ӑна унтах лартнӑччӗ-ҫке. Кил-йышӗнчен, тантӑшӗсенчен уйрӑлма ҫапах та йывӑр ӑна, ҫавӑнпа вӑхӑт-вӑхӑт ун куҫӗнчен куҫҫуль юха-юха аннӑ. Ҫапах та эпир сана чӗртетпӗр! Кусене халех тӳрлетсе хумалла. Анчах пушӑ хирте ӑна тума пит ҫӑмӑлах мар. — Ну, сыва пул! — терӗ хе Монтанелли кӗскен, пуҫне сӗтел ҫине усрӗ. Ҫак урипе вӑл ҫатансемпе канавсем урлӑ сиксе каҫса ман хыҫҫӑн хӑвалатчӗ. Анчах Джим мана шывран туртса кӑларчӗ, ыталаса-ҫупӑрласа лӑплантарма пикенчӗ, эпӗ ӑна тӑхтама хушрӑм: — Халӗ мар, Джим, — терӗм, — ирхи апат вӑхӑтӗнче ыталӑн мана, ирхи апат вӑхӑтӗнче! Картишӗнче такам кӑшкӑрчӗ: — Эсир мӗн, юлташсем, шӳт тӑватӑр-и? Аккорда пӗрлештернӗ сасӑсене паллӑ тума вӗсем хушшине кӑшкӑру палли лартаҫҫӗ. Эпӗ сан патна кӗнекесем илме килтӗм. Эсир хӑҫан та пулин пӗлӗр-ха… анчах ан ҫилленӗр мана! Бомбӑсем ҫывӑхран та ҫывӑхра ҫурӑлса шилетеҫҫӗ, Николаев ӗнтӗ час-часах тарӑннӑн сывла-сывла илет, ҫапах та чӗнмест-ха вӑл. Вӑл ҫавӑнтах лакея чӗнсе илчӗ, ӑна лимонад, коньяк, пӑр илсе килме хушрӗ; диван патне сиксе пырса, Пашутӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса илчӗ. Камсем? Вӗсене пула шав шикленсе пурӑнатпӑр, пуҫа ниҫта кайса чикме ҫук. Урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӗ, нимӗн илтмерӗ те. Ромашов хулпуҫҫине чул пырса ҫапӑнать, анчах хастар, уҫӑ пичӗ ун ҫав-ҫавах лӑпкӑ. Малашне мӗн тумалли канӑҫ памарӗ ӑна. Хапхи ҫине тимӗр сӑлӑп та, чӗн кантраллӑ йывӑҫ сӑлӑп та хумаҫҫӗ, хулари ҫуртсенчи пек пӑхӑр чӑмӑра ҫавӑрмалла. Эпӗ ӑна ҫак хупахра юлса эпир каялла киличчен сӑра ӗҫме хушатӑп. Ҫав ҫынра усал вӑй пулнӑ пирки никам та иккӗленмен. Эпӗ хама мӗнле чӗнмеллине каларӑм. Каҫхине сунартан тавӑрӑннӑ ашшӗсем ҫак пулни-иртнисем ҫинчен нумай калаҫнӑ. Хура Ура йӑхӗнчи ачасем пӗр-пӗринпе час-часах ҫапӑҫкаланӑ. Ашшӗсем Хӗрлӗ Тӑрнана тата ытти стариксене чӗнсе ачасемпе епле пулмалли синчен канашланӑ. Кухньӑра, сӗтел патӗнче, повар хӑй патне пулӑшма илнӗ Одарка, ҫул хуралҫин арӑмӗ, чӗкӗнтӗр вакласа тӑрать. Фома, ун сӑмахне пула, диван ҫинче вӑраххӑн, кӑнттаммӑн ӗселенме тытӑнсан, вӑл чӑтӑмсӑррӑн, усаллӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ: — Ну, хӑвӑртрах йӑралан!.. Типӗ вара анакан чӑнкӑ ҫыран хӗрринче кӑшкӑрчӗҫ пулас. Виҫҫӗмӗш юрӑ хыҫҫӑн вӑл, хумханса кайнӑскер тата такам тытса лучӑрканӑ пек пулнӑскер, каларӗ: — Урӑх тӳссе лараймастӑп кунта — антӑхма пуҫларӑм, ытла шӑршӑллӑ-ҫке, шуйттан… Полк командирӗ ун енне пуҫне ҫавӑрчӗ, тинкерсе пӑхрӗ. Эпӗ кӑштах чарӑнса тӑтӑм, унтан, намӑса кӗрес мар тесе, алӑк патнелле утрӑм. Ҫакӑн пек йывӑрлӑха йышӑнма тивӗҫ пур-и-ха унӑн? Тимӗрпе сӑрнӑ арча мӑлатукпа ҫапнӑ пекех янӑраса тӑчӗ, ҫав сасӑ ҫынна пытарнӑ чухне юрлакан юрӑ пекех туйӑнчӗ. — Иван Павлыч, ку вӑл хама хам юратни мар. Патак, патак, мӑнтӑрри, ҫинҫи, кукӑрри, хырӑмли, пиллӗкмӗш, ҫирӗммӗш, ҫӗрмӗш… Сарлака ытамлӑ ватӑ чӑрӑш ҫине ӳксе, Алексей туратсем тӑрӑх шӑвӑнса анчӗ те чӑрӑш ҫумӗнчи ҫил хӗвсе тултарнӑ юр кӗрчӗ ҫине тӑрӑнчӗ. Марко турра кӗл тума юратать, ачисене те турра ӗнентересшӗн тӑрӑшать. Неушлӗ эсӗ ӗҫленӗ заводра директор кунӗ-кунӗпе токарнӑй станок умӗнче тӑрать вара? Камӑн Россия? Йӗрӗнчӗк те намӑс пулсан, ӑна ҫавӑн пек тесех шутламалла ӗнтӗ. Килне кай, эпӗ сан патна пырӑп. Лапшинов витре умне чӗркуҫленсе ларчӗ. Ҫавсем пурте — фактсем, сӑмах панисем мар. — Унӑн ҫуралмалла та пулман. Шывра тата темле симӗс курӑк лӑсси чӳхенни курӑнать, ҫимелли япала та пулӗ-и тен, анчах вӑл ҫӑмӑл та, ҫыран хӗрринелле килмест, Вавжон ӑна тытаймарӗ. Сӗтел умӗнчех старикӗн ҫӑмӑл шӑмшаклӑ та чӗмсӗр ҫамрӑк кинӗ каҫсерен яланах тем ӗҫлесе ларнӑ. Макҫӑм пиччепе Петя кушетка ҫине ларса вырнаҫсан, Анна Михайловна пӳрнисемпе сасартӑк пианино клавишӗсем ҫине хыттӑн пусрӗ. — Ну, юрать, килетӗп, — тавтапуҫ сана. Апат ҫисе ларнӑ чух Павел сасартӑк кашӑкне пӑрахрӗ те хыттӑн:— Кӑна ӑнланмастӑп эпӗ! — терӗ. Хытӑ ҫывӑрнипе вӑл ҫынсем кӗнине те илтмен. Кӗтмелле пулать. Темӗн-ҫке, сӑнран курӑнсах каймасть! Эх, эсир, хӗрарӑмсем!… — Самородок! — тетчӗҫ вӗсем мана пӗр-пӗринпе паллаштарнӑ чух, урамри ачасем ҫул ҫинче тупнӑ пилӗк пуслӑ пӑхӑр укҫана пӗр-пӗрине кӑтартнӑ чухнехи пекех мӑнкӑмӑллӑн. Пӗррехинче Гленарван ун патне пынӑ та, Дункан ун хушӑвӗсене кӗтсе тӑни ҫинчен пӗлтернӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн Элен ҫав териех хӗпӗртесе ӳкнӗ. Мана тӗлӗнтермест: эпӗ плебей вӗт, арӑм пек паллӑ йӑхсенчен мар, homo novus… Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп. Эсир ҫав ҫырусем тӑрӑх экспедици пӗтнӗшӗн Фон-Вышимирский айӑплӑ тесе кӑтартма шутлатӑр иккен, вилнӗ тӗлӗшпе вара (эпӗ ку сӑмахсене ҫӑтса ятӑм)… ыттисемшӗн те эпӗ айӑплӑ пулать. Тӗп алӑк ҫине те, тӗттӗм пӗчӗк пӳлӗмсене кӗмелли тепӗр виҫӗ алӑк ҫине те сарӑ чечек ҫыххисемлӗ хӗрлӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм портьерӑсам ҫакса хунӑ. — Нагульнов иккӗ сиксех кӗлет умне ҫитсе тӑчӗ, алӑк урати ҫинче тӑракан пӗр йӗкӗте чышкипе ҫапса сирпӗтрӗ, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ те ҫурӑмӗпе тӗреленсе тӑчӗ. Савнӑ тусӗн сасси хӑлхаран ҫухалчӗ, телейлӗ каҫӑн уҫӑмлӑ сӑнарӗсем вырӑнӗнче пуш-пушах тӑрса юлчӗ. Ҫӑмӑлрах, маттурскерӗм… Мӗнле каччӑ пулатӑн капла? — кулать вӑл унран. Кунашкал ҫын эпӗ хальччен те курман, ҫитменнине тата, тӑван аттене ӗненнӗ пек ӗненсе пурӑнтӑм ӑна! Намӑс мар-и сире! Унтан вӗсенчен иккӗшне Редрэтпа мана пачӗҫ, мистер Эрроупа капитан палуба ҫинче, трап айӗнчи лутра пӳлӗмре вырнаҫрӗҫ. Тарпа ҫав тери сарнине вӑл дозор будки евӗрне килет. Хумсем тусен ҫурри ҫӳллӗш ҫӗкленеҫҫӗ. — Ну Аксель, — терӗ пичче, — ӗҫсем пит аван пыраҫҫӗ, чи пысӑк хӗнлӗхе ҫӗнтертӗмӗр. — Эпӗ акӑ Катя епле хуйхӑрса ӳкесси ҫинчен шухӑшлатӑп-ха! — терӗ вӑл. — Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — Мӗншӗн вара сасартӑк пӗлӗт ҫинелле вӗҫе пуҫларӑн-ха? Пӗлӗт янкӑр уяр ҫутӑлса тӑрать, йывӑҫ тӑррисем, майӗпен хӑпаракан хӗвел ҫути ӳкнипе, кӗренрех курӑнаҫҫӗ, анчах аялта, Сильвер хӑйпе пынӑ ҫынпа тӑракан вырӑнта, ҫаплипех ҫӑра тӗксӗмлӗх тӑрать. Черня куҫӗсене чарса пӑрахса, чӗлхине кӑларса, кӑпӑклӑ сурчӑк сирпӗнтерсе, пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнать, пылчӑк ҫинче йӑвана-йӑвана илет, юлашки вӑйне пухса, малти урисемпе тапса каялла туртӑнать, хырӑмӗпе ҫӗре сӑтӑрать… Алексей Вениаминович та халь пачах улшӑнчӗ, ҫемҫе, йӑваш, ӗлӗкхи пек мар. Ҫуркунне субботниксем туса пӗтӗм хула халӑхӗ кӗреҫесемпе, пуртӑсемпе, ломсемпе урама тухнӑ. — Пуҫла, Ерофей, мӗн эсӗ? — Эпӗ патшасемпе паллашса пӑхман-ҫке-ха. — Нумайранпа-и? Пыр та кур ӗнтӗ манӑн «Бояр пикине»! Вӗсемшӗн пӗрехҫех ҫул — сирӗн батальона ҫырнасси. 9) Малалла 48-мӗш статья ҫумне ҫапла хушав сӗнеҫҫӗ, ССР Союзӗн Аслӑ Совет президиумӗн председательне ССР Союзӗн Аслӑ Советӗнче мар, ҫӗршыври пӗтӗм халӑхпа суйлама ыйтаҫҫӗ. Ҫар ҫыннисем ирхи парада пӗтерсен, пушӑ вӑхӑта штатскисем хушшинче ирттерес терӗҫ. Уйӑрӑлса кайма вӑхӑт. Старикӗн сарӑ питҫӑмартийӗсемпе ҫамки вӑраххӑн хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗҫ, унӑн шурӑ сухалӗ те ҫӳҫ кӑкӗсем патӗнче кӗренленнӗ пек туйӑнчӗ. Вӗсем гимнастеркӑсӑрах, пичӗсем тӑрӑх тар юха-юха анать, вӗсем туппа кӳлӗннӗ те — чупаҫҫӗ, мӗн вӑй ҫитнӗ таранах темӗн кӑшкӑраҫҫӗ. Кунта эпӗ пачах пулӑшу илме мар, пысӑк ӗҫпе килтӗм. Вӗсем лашине, ягуар тирӗнчен ҫӗленӗ аттине, Навахо индеецӗсем тӗртсе тунӑ серапэне, юлашкинчен тата унӑн пуҫне те палласа илчӗҫ. — Пытарма та ирӗк памастӑп!..» Ҫенӗкре кухарка ӳлесе ячӗ. Бутылкӑсемпе пӗчӗк банкӑсем вӗт ванчӑксем пулса, картишӗнчи чул плитасем тӑрӑх саланса кайрӗҫ, вӗсен ӑшӗнче мӗн пулни юхса тухса, йӗри-тавра пӗтӗмпех сирпӗтсе пӗтерчӗ. — Эсӗ — кай! — тесенех, эп тӑтӑм та тухса кайрӑм… Паганеле ытарма та ҫук. — Анчах эсир парӑнма пултармалла-и? Ӑҫта? — Ун пек пӗтӗмлетме тытӑнсан, эсӗ ху ҫине те коллектив ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тытӑнӑн. Сунарҫӑсем темиҫе ҫӗр бизон вӗлернӗ, аслисем лагере ҫак тӳрем вырӑнта пӗчӗк кӳлӗн хӗрринче чарӑнса тӑма хушнӑ. — Вунҫиччӗ! — тесе ячӗ боцман пулнӑ ҫын. — Леш листоксем каллех курӑнма пуҫласан, мана та ухтарма тытӑнчӗҫ! — кӑштах мухтанса пӗлтерчӗ амӑшӗ. Анчах та ку пурте мар-ха! Унтан ҫавна пурне те чалӑшшӑн йӑрӑмласа чӗрсе тухрӑм та, ӗҫе учитель патне леҫсе патӑм. Вӑл мана ыталаса илчӗ: мана хӑранӑ тесе шутларӗ пулас. Пӗррехинче Павел, заряд ещӗкӗсем тиенӗ поезд платформи ҫинче, Серёжа тӑнине курах кайрӗ. — Сывлӑх сунатӑп, — терӗ Инсаров, ун патне ҫывхарнӑ хушӑра картузне хывса. — Эсӗ мана кулаксем тӗлӗшпе асӑрханарах ӗҫлесси пирки темӗн каларӑн. Мальчикӑн алӑк ҫумӗнче статуй пекех тӑмалла… Чаппа савӑнӑҫ вӑхӑчӗ! Ҫав кабинетра, падрен таса вырӑнӗнче, халӗ урӑх ҫын ларнипе кӑмӑлӗ ытла та хуҫӑлнӑ унӑн. Кунта темиҫе тӗрлӗ тата темиҫе ҫӗршывра кӑларнӑ укҫасене пухса пӑтраштарнӑ: дублонсем те, луидорсем те, гинеясем те, пиастрсем те тата ытти эпӗ пӗлменнисем те пур. Пӗтӗмпех, пытармасӑр каласа пар. — Акӑ мӗн пулнӑ. Сахал-им вӗсем станицӑра? — Апла пулсан, сэр, сире хӑвӑрӑн хуҫӑр кӑмӑла каймасть пулӗ? — ыйтрӗ сквайр. Халӑх ҫавӑн пек кулӑшла вилӗмпе килӗшесшӗн пулмарӗ, такам пӗри тата Драко халех чӗрӗлсе тӑтӑр тесе те кӑшкӑрчӗ. Киле ҫитмесӗр те чупма чарӑнмарӑмӑр эпир. Хӗвеланӑҫӗнче ҫеҫ, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте, пӗр ансӑр вырӑн аннӑ хӗвелӗн тӗрӗс мар ҫутипе чӗтресе тӑрать. Ак тамаша, пӗл-ха унта, хӑшӗ вӗсенчен секретарь! — Мӗне кирлӗ кун пек кӳрентермелли сӑмах? Ҫак нимӗнле те татса пама ҫук задачӑна шутласа тупас тӗлӗшпе эпӗ темӗн пекех пуҫӑма ҫӗмӗртӗм. — Киле кӗрсе тухатӑн-и? Музыка енӗпе те, живопиҫпе литература енӗпе те пире питӗ пултаруллӑ ачасем вырӑнне хуратчӗҫ. Хӑрушлӑхпа хаваслӑхӑн ӑнланмалла мар хутӑшӗ сасартӑк, ӳсӗр ҫӑмӑл кӑвак евӗррӗн, ҫӳлелле йӑтса, ҫӗклесе илчӗ унӑн чунне. Марс — пӗчӗк планета. Унӑн урлӑшӗ — 6 800 километр, ку Уйӑх урлӑшӗнчен икӗ хут кӑна пысӑкрах. — Хам мӗн тума пултарнине — эп тунӑ ӗнтӗ… Халичченех астӑвать-ха ҫавна. Куҫа хупатӑн та ҫил пек вирхӗнекен шухӑша пулса иртнисем еннелле ҫавратӑн… Мӗнле пурӑннӑ эпир? Степа Иванов, страус пек, темӗн ҫисе те ҫӗртме пултаратчӗ, вӑл пуринчен те тулличчӗ, ыттисем пӗтсе кайнӑччӗ, чирле пуҫларӗҫ, хал та чакнӑҫемӗн чакса пычӗ. Тӗттӗмлене те пуҫларӗ. Хӑй айӗнче Миките выртнине, вӑл чӗррине Ваҫили Андрейч астуса илет, ӑна хӑй Миките пек, Миките ун пек туйӑнать, хӑйӗн сывлӑшӗ те хӑйӗн ӑшӗнче мар, Миките ӑшӗнче пек туйӑнать. Подпоручик пирус тивертсе ячӗ. Пӳлӗмре сӑркӑчпа ҫуннӑ тӗк шӑрши сарӑлчӗ. Тухса каймалли ҫӗрте, Лабораторнӑй ҫырмаран сылтӑмарах, сӑрт ҫинче, хулана талпӑнса кӗнӗ пӗрремӗш танка постамент ҫине хӑпартса лартнӑ. Ҫыран хӗррипе пӗр-икӗ миля ҫуран утмалла та, шывсиккинчен иртсен, сулӑ туса, малалла шывпах каймалла. Унтан сасартӑк ун пичӗ ҫуйхавлӑн улшӑнса кайнӑ, вара, пӑшӑлтатса каланӑ пекех, ассӑн:— Ах, Фома! — тесе янӑ вӑл. — Сергей, кил кунта, — терӗ вӑл шӑппӑн. Часах ӗнтӗ вӑл унран, тен, ӗмӗрлӗхех, уйрӑлӗ; анчах халӗ вӗсене пӗр кимӗ Уланд романӗсенчи пек пурнӑҫӑн йӑваш юхӑмӗ тӑрӑх юхтарса пырать — апла пулсан савӑн та ырӑ кур, ҫулҫӳревҫӗ! Ирӗке кӑларнӑ хуласенчен поляксен гарнизонӗсем епле тарнине, намӑса пӗлмен арендатор-жидсене епле ҫака-ҫака вӗлерсе пӗтернине, ҫак парӑнтарма май ҫук вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ чухне коронӑланӑ гетман Николай Потоцкипе унӑн йышлӑ ҫарӗ вӑйсӑр пулнине, вӑл хӑйне аркатса тӑкса хыҫран хӑваласа пынӑ чухне пысӑк мар юханшыв ҫинче хӑйӗн ҫарӗн чи лайӑх пайне путарса пӗтернине, ӑна козаксен хаяр полкӗсем Полонный ятлӑ пысӑк мар местечкӑра епле хупӑрласа илнине, поляксен ҫак гетманӗ ним тӑвайман енне козаксене корольпа государство чиновникӗсем вӗсем ыйтнине пӗтӗмпех пурӑнӑҫлӗҫ, вӗсен унчченхи прависемпе хӑйне уйрӑм ирӗклӗхӗсене каялла тавӑрса парӗҫ тесе тупа туса сӑмах панине летопись страницисенче тӗплӗн кӑтартса панӑ. Пуҫне аллисемпе хӗссе уткаласа ҫӳрерӗ, пыра-киле шӑлне тасатакан груша туратне те кышласа ячӗ. — Анне! — каллех пӑшӑлтатса илчӗ хӗрӗ. — Эсӗ ху… — Епле шутлатӑр? Турӑ лашашӑн шикленмелли ҫуккине Морис пӗлсе тӑнӑ, — турӑ лашан темиҫе хутчен те ҫавӑн пек сиксе каҫма тӳр килнӗ. Тул ҫутӑлса та ҫитеймен пулнӑ, Адриана ыйӑхран пырса вӑратнӑ. — Тӗплӗрех калӑр, Паганель, — терӗ майор, — тата ҫав териех ан пӑлханӑр. Лӑпах ҫак вӑхӑтра унпа король ҫуртӗнчи ҫынсем хушшинчи ӗҫсем япӑхланса пыма пуҫланӑ. Вара ҫакна хирӗҫ каларӑм: «Эсӗ ху сицилист, йыт ҫури, тытса тылличчен тухса вӗҫтерех кунтан!» — терӗм. Вӑл — ССР Союзӗнче социализм ҫӗнтернин фактисем ҫинчен, ССР Союзӗн ӗҫ ҫыннисене капитализмлӑ чуралӑхран хӑтарнин фактисем ҫинчен, ССР Союзӗнче сарлака, вӗҫне ҫитиех пурнӑҫа ҫирӗппӗн кӗрсе пыракан демократи ҫӗнтерӗвӗн фактисем ҫинчен простӑ та кӗскен, протокол стилӗпе пекех, каласа паракан историллӗ документ пулать. Каҫхи шӑплӑхра юрӑ уйрӑмӑнах ҫепӗҫҫӗн илтӗнчӗ, чӗрере савӑнӑҫлӑ хурлӑх — пулассине кӗтнин кичемлӗхне, шанчӑк кичемлӗхне ҫуратрӗ. Анчах ку шикленӳ каллех тӗтрепе хупланчӗ, эпӗ ҫаплах тӑна кӗрейместӗп-ха, лӑпкӑ кӑмӑллӑ пулма пӑрахмарӑм, ҫавӑнпа экзамен парсанах (ку маншӑн ниме тӑман ӗҫ кӑна пулнӑн) Матерн патне ҫырткаласа илме каймашкӑн 3. барона сӑмах патӑм. Виноград валли хатӗрлекен ҫӗре ҫав мелпе пайласси ӑна темле тӑван япала пекех илӗртет. Эпӗ чылайччен макӑртӑм, куҫҫулпе йӗпенсе пӗтрӗм. Эпир пӗр-пӗринпе пит кӑмӑллӑн уйрӑлтӑмӑр; эпӗ ӑна ман пата Редрифа хӑнана пырса курма сӑмах партартӑм. Сасартӑк эпӗ Яик шывӗн чӑнкӑ ҫыранӗ хӗрринчен шӗтӗрнек тытса ҫавӑрнӑ чиркӳллӗ яла курах кайрӑм. Вӑл Фрунзе училищинчен кайнине пӗлеттӗм, унтан вара вӑл гидрографически судно командирӗ пулчӗ, МВФ Халӑх Комиссариачӗн Гидрографически управленийӗнче ӗҫлерӗ. Мӗн тейӗн эс, Марко бай? Ответне кӗтсе илмесӗрех, вӑл малалла калать: — Тӗрлӗрен калаҫҫӗ: пӗрисем — патша, теприсем — митрополит, сенат ҫырать, теҫҫӗ. Пӗлетӗр-и, мистер Бертон, хӑюллӑхпа теветкеллӗх — ҫав тери лайӑх япаласем, анчах вӗсем усал ӗҫ тӑвасси патне ҫитермелле мар. Вӑл ҫапла каласа ӑнлантарнӑ хушӑра йытӑ чупса ҫитрӗ, ун мӑйне темскер ҫыхса янӑччӗ. Вӑл ман ҫине ҫирӗппӗн, ҫӗкленӳллӗн пӑхать:— Ан калаҫ урӑх, эсӗ ӳкӗнен-ха, — тет. Хӑшӗ-пӗрисем вут-ҫулӑм ялкӑштарса унталла та кунталла ыткӑнма пуҫларӗҫ. Вӑрманӗ те ҫавӑн чухнехи пекех тискер те хӑтсӑр, вӑл таҫта ҫӗр тӗпӗнче ӳссе ларнӑ пек туйӑнать, кунта этем ҫеҫ мар, нимле тискер кайӑк та, вӗҫен кайӑк та пурӑнман пек туйӑнать. Джонни темле таса мар, йӗпеннӗ те ҫӗтӗк алшӑллипе пит-куҫне шӑлчӗ, шӑлӑннӑ хыҫҫӑн пичӗ ҫинче ҫинче татӑкӗ те тӑрса юлчӗ. Тархаслатӑп сире, туршӑн та, тӳсӗмлӗ пулсамӑрччӗ. Тепӗр ир тӗлне ҫирӗм тӑватӑ сехет шывра утнӑ хыҫҫӑн шыв илнӗ айлӑмран тухрӑмӑр. Огнянов темиҫе кун хушши чӗптӗм хыпман, йӑлт ӗшенсе ҫитнипе халтан кайса ҫитрӗ. Ҫук, акӑ шаккаҫҫӗ унта, ҫутӑ алӑкӗсене хӑма ҫапса витеҫҫӗ, маччисене кӗҫҫепе те тольпе сӑраҫҫӗ — вӗсем хӗл каҫма хатӗрленеҫҫӗ… Вӑл Вӑрҫӑн пирвайхи кунӗсемпе эрнисене, унӑн сыпӑк-сыпӑк сӑнарӗсем ҫине каласа парайми кӑмӑлӑмпа пӑхатӑп эпӗ. Эпӗ карташне тухас тенӗччӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах мана каялла чӗнсе илчӗ. Ун сӑмахне эпӗ ҫийӗнчех итлемерӗм, вара унӑн ҫуллӑ пит-куҫӗ сасартӑк хаярлӑхпа улшӑнса кайрӗ, вӑл чӑтма ҫук хыттӑн вӑрҫма тытӑнчӗ, сехре хӑпнипе эпӗ каялла сиксе ӳкрӗм. — Ӑҫта? мӗн? мӗнле ҫурт? — … тӑкӑрлӑкра, Поварски патӗнче. Пӑлан хӑранине асӑрхаман пек, ӑна курман та тенӗ пек, пуҫсӑр юланут хӑй ҫулӗпе малалла каять. Стенасем ҫине те, чӳречесем ҫине те илемлетмелли япаласем ҫакман. Чипер хӗр тӗлӗннӗ пек пулчӗ, темскер каласшӑнччӗ вӑл, анчах тимӗрҫӗ алӑпа сулчӗ те чупсах кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ Давыдов Федоткӑ хӑйне ӑҫта ертсе кайнине лайӑх пӗлчӗ, сулахайри тӑкӑрлӑкра тахҫан Тимофей Рваный ашшӗн пулнӑ хуралтсем курӑнса кайсан, вӑл хӑмӑшпа витнӗ сарай ҫине тӗллесе:— Ҫавӑнта тупрӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Эсир мӗнле — килӗштерсе пурӑнатӑр-и? — Хӑй пулмалла, — пӑшӑлтатрӗ Базаров Аркадие, унтан сӑмсине нӑшлаттарчӗ те: — е тухса вӗҫес мар-и? — тесе хушса хучӗ. Эпӗ ун патне ҫывхарма хӑрарӑм: унӑн куҫӗсенчен усал вут сӑрхӑнать, ҫавӑнпа та эпӗ кашнинчех ӳпне ӳкрӗм, чӗрӗ юлас килет-ҫке. Тӗтреллӗ тӗкӗр ҫине тухса тӑракан тӗлӗнмелле хула? Мана ун умӗн, сакӑр сехетре, чаҫа илсе кайрӗҫ, унтан — тӗрмене. Халӗ вара, эсӗ колхозри пӗтӗм тӑнлӑ-пуҫлӑ халӑх умӗнче уншӑн куҫҫулӗ тӑксах йӗтӗн пулсан, эпӗ урӑх тӳсме пултараймастӑп! Ҫак сасса илтнӗ те ӗнтӗ де-Лантенак маркиз. — Кайса килес, — кӑмӑлсӑр ответленӗ Фома. Ну, вӑл негрӑн, паллах, мана банк уҫтарас килмест — пирӗн патӑрта икӗ банк кирлӗ мар; вӑл вара мана ҫакӑн пек сӑмах пачӗ: енчен эпӗ пилӗк доллар хыватӑп пулсан, ҫулталӑк вӗҫӗнче вӑтӑр пилӗк доллар илетӗп. — Кӗтӳҫӗ эпӗ, ман ҫеҫкеҫӗм. Туннельре тӗттӗм. Эпӗ тинкерех пӑхрӑм та, пирӗн исландец аллине хунар тытса таҫта кайма тапранчӗ пек туйӑнчӗ. Упӑшкана эпӗ пӗтӗм вӑйӑмран сӗтӗрнӗ, ӑна хистесе-хӑваласах тӑнӑ, унпа лара-лара пӑхмасӑр калама вӗреннӗ, репетицисем тунӑ, ун мӑнаҫлӑхне хӗтӗрте-хӗтӗрте ҫивӗчлетнӗ, хуйха ӳкнӗ минутсенче хӑпартлантарнӑ. Вандейӑра пулса иртнӗ пӑлхава лайӑхрах пӗлес тесен, ҫак хирӗҫле ӗҫсене лайӑхрах ӑнланса илес пулать: унта пӗр енче Франци революцийӗ, тепӗр енче — Бретань хресченӗ тӑнӑ. — Хӑҫан? — О, паллах ӗнтӗ! Анчах та унӑн шухӑшӗ часах урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса кайнӑ. — Во-во! Пӗтӗм урамсемпе тӑкӑрлӑксем тӑрӑх, васкамасӑр, шавлӑн калаҫса, ҫынсем утаҫҫӗ; кашни килтех калинкке чӗриклетет, ҫӗрлехи шӑплӑхра хыттӑн алӑк шашулккисем шалтлатаҫҫӗ; сайра хутра унта та кунта кулни илтӗнет, ҫӗрле урамсемпе ҫын нумай ҫӳренине, шавласа калаҫнине хӑнӑхман йытӑсем, вӑранса, пӗтӗм Шырланпуҫа янратса вӗрме пуҫларӗҫ. Шӑматкун, июлӗн 18-мӗшӗ. Вӑл ҫапла тӑнинче мӑнаҫлӑх, йӗрӗнчӗклӗх, темле чӑркӑшлӑх сисӗнчӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтма ҫук пысӑк мӗскӗнлӗхпе кулӑшла япала та юнашарах, пӗрлех пулчӗҫ, мӗншӗн тесен юри ҫапла майлашӑнса тӑнине пула куҫ умне унӑн кӗске шӑлаварӗ, кӗске пиншакӗ, кулӑшла сӑмси, тӗкне татнӑ кайӑкӑнни пек мӗнпур пӗчӗк кӗлетки татах та уҫӑмлӑраххӑн тухса тӑчӗҫ. Кунта мухтанмалли нимӗн те ҫук. Пуҫ ҫаврӑнать… Пурин те. Ӗҫлевҫӗсен пӗркеленчӗклӗ, путса кӗнӗ, пушӑ, салху куҫӗсем, чарӑнми— чарӑнми ҫаврӑнакан шкивсем, станоксем, пӗкӗрӗлчӗк кӳлепесем, ӗҫӗн тӗрӗс куҫӑмӗ, — ку пӗтӗмпех: ватӑ-ватӑ, ӗмӗрхи-ӗмӗрхи, кӑткӑннилле… Ӑна, ҫуркунне пӗтӗм Ирин вӑрманӗ шыв айне юлнине шута илес пулас, свайсем ҫине лартнӑ, урайӗ ҫӗре те перӗнмест. Ҫураҫнисем те пӗр-пӗринпе йӑпанмасан, мӗнле пулать-ха вӑл? — Ну, вӑт, — терӗ герцог, — вӗсене ҫак сӑмахсем те илӗртеймеҫҫӗ пулсан, ку Арканзасра вара ман валли ӗҫ ҫук. Ҫыран хӗрринче кӑвайт кӑварӗ ылтӑнӑн, хӗрлӗн йӑлтӑртатнӑ. — Сансӑр эпӗ унпа уҫӑрах калаҫӑп, — терӗ вӑл. Юратӑвӑн хрустальле ҫак сассине вӑл таҫта илтнӗччӗ мар-и? Ҫаплах мӗнпур чӗрчун ӑшчикне пӗлнӗ вӑл, тискер кайӑксен туйӑмӗсене уйӑрма пултарнӑ, ҫилсем епле пула-пула кайнипе ӑҫтан ӑҫталла вӗрнине, ӳсентӑрансен тӗрлӗ пахалӑхӗсене, курӑксен сиплӗ вӑйӗсене чухланӑ. Ӑна станцине ӑсатса ячӗ, сывпуллашнӑ чухне аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ. Туземецсем тусланса кайни пур енчен те палӑрнӑ пулин те Марион капитан пурпӗрех хӑш-пӗр асӑрхавлӑ ӗҫсене пурнӑҫласа пынӑ. Ҫӑлтӑрсем сӳнеҫҫӗ. Сехри хӑпнӑ ҫынсем хушшинче кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, вара ҫав сасӑсем хушшинче отряд командирӗн — офицерӑн ҫирӗп сасси илтӗнчӗ. — Ава-ан! Сирӗн вӑл ялан пурнакан илемлӗ ҫуртне курасчӗ, тата уншӑн хуйхӑрса ларакан чакӑр куҫлӑ пикене куҫпа пӑхӑсчӗ! Ҫавнашкал, пӗрре эпӗ те вилме пуҫланӑччӗ: карчӑксем улашмах тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. Хӗвелтухӑҫпе хӗвеланӑҫ енчен пӗрер хут ҫеҫ пенӗ. Мастер Костька пӑрана ҫупа сӗрмесӗрех, «типӗлле» шӑтарнине асӑрханӑ та, ун патне васкаса пырса, шӑтармалли станока чарса лартнӑ. Хӑй шӑлнӗне телейлӗ кун-ҫул туса парасшӑн ҫеҫ пурӑнатчӗ Мэри. — Хуторта эсир иксӗр кӑна хытӑ ҫӳреме юрататӑр, хӑвӑр та сиккипе пурӑнатӑр… Давыдов пӗҫҫе ҫапса, пуҫне каялла ывӑтса, чунтан ахӑлтатса кулса ячӗ. Халь акӑ кӑштах сиккелесе илӗпӗр, — терӗ малалла старик, хуллине ҫӗр ҫумӗнчен инҫе мар тытса. Эпӗ ун хыҫӗнчен пӑхса шухӑшласа тӑратӑп: — Мӗн тума пурӑнаҫҫӗ ҫакӑн пек ҫынсем Баринов та манӑн тус вырӑнче шутланать. Тӗксӗм кӑвак куҫӗсем унӑн тӗпсӗр тарӑнӑн курӑнаҫҫӗ. Бастьен Матра пит ӑста сӑнавҫӑ, тӗпчесе сӑнас ӗҫре вӑл пит тӗрӗс меслетпе усӑ куракан ҫын, тесе вӑл нихӑҫан та шухӑшламан. Ах, иккӗмӗш хут ӗнтӗ ҫакӑ ман пурӑнӑҫӑмра. Базаров Одинцова ҫине пӑхса илчӗ. Ҫынсем, пӗр харӑсах мар пулин те, хыттӑн урра кӑшкӑрса ячӗҫ, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ Наталья, хӗрарӑмсем сӑрса илнӗскер, сӑмса витӗр, сӑмахне юрланӑ пек тӑсса, каларӗ: — Кайӑр, хӗрарӑмсем, тепӗр виҫӗ пичке сӑра илсе килӗр, Тихон парӗ унта, кайӑр. Анчах сӑмах ман ҫинчен пымасть-ха. Кӑмӑла каймастчӗ мана ҫав хӗрлӗ ҫӳҫли. Халӗ вӑл чӗкӗнтӗр уйӗ хӗррипе пыратчӗ. «Аван юрӑ, хӑта! — терӗ пуҫне кӑштах пӑрса итлесе ларакан винокур, ҫак мӑшкӑлран тӗлӗнсе хытсах кайнӑ голова еннелле ҫаврӑнса пӑхса. Халӗ эпӗ ӑна ҫӗр доллара та сутмастӑп, чӑн калатӑп! Вунпилӗк доллара сутса ярасшӑнччӗ вӗт, унтан хаклӑ тӑмасть вӑл тенӗччӗ. Кала-ха, сирӗн сквайр хӑйне асаплӑхран хӑтаракан ҫын ҫине мӗнле пӑхать? — терӗ вӑл. Ҫавӑнпа та нимӗнле нимӗҫсем те, нимӗнле ют ҫӗршыв ҫыннисем те кирлӗ мар пире, эпир пурне те хамӑрах тӑватпӑр! Авӑ трубкӑпа пӑхакан сухаллӑ сӑн мӗлтлетсе иртрӗ. Вӑтӑр пӑтлӑ тачкӑпа кунне вунултӑ сехет ӗҫлесе, унӑн ҫав какайӗ шӑп та лӑп тухса каять. Астуса илтӗм! — Эпӗ пӗлетӗп, — терӗ Джемма майӗпен, ун ҫине куҫӗсене ҫӗклесе. Ывӑннӑ пек, хуллен утать, анчах унӑн ҫивӗч хура куҫӗсем ҫул ҫинче тем шыраса, унталла-кунталла йӑлт-ялт пӑхкаласа илеҫҫӗ. Манӑн хулпуҫҫине мачтӑ ҫумне пӑталаса хунӑ. Ватӑ хӗре темӗншӗн «Бузя» тесе чӗннӗ, вӑл темрен хӑранӑ сӑнлӑскер, ачасемпе ҫурма сасӑпа пӗрер сыпӑклӑ сӑмахсемпе калаҫнӑ. Пӗр лаши ҫеҫ хирӗҫ тӑрать. Ҫак пӳлӗмре эп Левские пытарса усраттӑм. Ах, вӑл килме пултарсан! Вӗлле хурчӗсем унӑн, хата-лаборатори, Мускава та заметкӑсем ҫырать… Минут та иртрӗ. — Час-и? Халӗ ӗнтӗ йытта почтальон ӗҫне вӗрентесси юлнӑ. Унтан вара сӗтел ҫине ҫӑратнӑ сӗт бидонпа лартрӗ, сӗт савӑчӗ ҫакан пекки пулнӑшӑн айӑп ан тӑвӑр, терӗ. Тытӑр кантрине! Юханшыв умра ҫаплах вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак хӑю пек тӑсӑлса выртрӗ, тӳрех Атлантика океанне юхса тухать пуль, ахӑртнех. Вӑл чӑмӑр ӳт-тирлӗ самӑр ҫын та, Павел амӑшне пиҫсе ҫитнӗ те ытларах выртса пӑнтӑхпа витӗннӗ слива пек туйӑнчӗ. Гусев сулланса илчӗ. — Паллаймарӑн пулас эсӗ мана? Вӑл кунӗпе сӗм тӗттӗмре тата шӑплӑхра ларса ирттерчӗ; каҫ пулсан та нимӗнле улшӑну та пулмарӗ. Хула тем пысӑкӑш Рыбарицӑ тӑвӗн кӑнтӑр енӗнче чуллӑ чӑнкӑ хысак хӗрринче вырнаҫнӑ (ҫак тӑва кунти ҫынсем Вежен теҫҫӗ), унӑн тӑрри хӗллехи калпакне хывма ӗлкереймен-ха; ешерекен хӗррисенче сурӑх тапӑрӗсем чарӑннӑ вырӑнсем хуралса палӑраҫҫӗ, унта-кунта румынсен куҫса ҫӳрекен кӗтӗвӗсем курӑнкалаҫҫӗ. Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енче те ҫӳллӗ сӑртсем пур, анчах вӗсем тикӗс мар, кӑпӑшка тӑпра унта шӑва-шӑва анать, тӗллӗн-паллӑн йӗсӗм ҫырли те шӑлан плантацийӗсем пур, тӗллӗн-паллӑн вара сухаласа ӗҫе кӗртмен вырӑн та пур. Лукашка ҫӗкленчӗ. Эпӗ, ку тӳрлетӗве те сирсе пӑрахмалла, тесе шутлатӑп. Вӑл хӗр ҫинчен куҫне илмесӗр, чӗлхесӗр пулса кайнӑ пек, пӑхса тӑчӗ. Селекци станцинче ютран илсе килнӗ «калифорнийски» текен тулла вырӑнти «шурӑ пӗрчӗллипе» пӗтӗҫтерсе тунӑ ҫӗнӗ тулӑ сорчӗ ҫинчен Яков Лукичпа Агафон Дубцов бригадир нумай калаҫатчӗҫ, ҫавӑнпа та Давыдов, юлашки вӑхӑтра ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе агротехника журналӗсене тимлесех вулама тытӑннӑскер, станцие кайса хайхи ҫӗнӗ тулла тупса килме шутларӗ. Пуҫлӑхсем ҫинчен калаҫасси пирӗн ӗҫ мар. Янкель вилнӗ чухнехи пек шуралса кайрӗ, лешсем хӑйӗнчен аяккарах пӑрӑнсан, Тарас ҫине пӑхса илес тесе сехӗрленсе хыҫалалла ҫавӑрӑнчӗ, анчах ун ҫумӗнче Тарас пулмарӗ: унӑн йӗрӗ те ҫухалчӗ. Юлашкинчен, дисциплина. Телее, Гаррис сутӑнчӑклӑхӗ вӑл хӑй ирсӗр шухӑшне пурнӑҫличчен маларах ҫиеле тухрӗ, ҫавӑнпа Дик Сэндпа ун юлташӗсем тӳрремӗнех хӑрушлӑхра мар-ха. Ну, паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пек сӑмахсем те пур… Кам эп саншӑн — арӑму-и е кучеру-и? — хирӗҫ ыйтрӗ Лушка, ним пӑлханмасӑр. Хӑвӑн вӑхӑтӑнта санӑн пӗр-пӗр чухӑн хӗре, тӑлӑха качча илмеллеччӗ те, вӑл сана тав туса, ачасем ҫуратса паратчӗ, вара эсӗ, ман пекех асатте пулаттӑнччӗ. Кайран ӑна хӑй ӳссе ҫитӗннӗ тӗнче те питӗ инҫетре пек, яланлӑхах ҫухалнӑ пек туйӑнма пуҫланӑ. — Сана каласа пама пултарӑп хӑть — куратӑн-и, бастионсенче пулнӑ вӗт-ха эс? Хӑш-пӗр студентсем мана Атӑл тӑрӑхӗнчи сектантсем хушшинчи начетчиксене аса илтеретчӗҫ, анчах та эпӗ пурӑнӑҫа лайӑх еннелле улӑштарма хатӗрленекен ҫынсене курнине ӑнланаттӑм, — вӗсен чӗререн тухса тӑракан шухӑшӗ сӑмахсен вӑйлӑ юххинче вӑйсӑрланатчӗ пулин те — путмастчӗ. Унтан ерипен кӑна вулама пуҫлаттӑмӑр, вуласа кӑларма май килмен сӑмах тӗлне ҫитсен ассӑн сывлаттӑмӑр, мӑкӑртатса илеттӗмӗр. Вӑл ӑна апатран юлнӑ, хупахпа чӗркенӗ пирожнӑя тыттарчӗ те, Зиночка хӑй панӑ сӑмаха хӑҫан пурнӑҫлама шутлани ҫинчен ыйтрӗ. Часах акӑ тепӗр сехетрен окази тапранса каясси ҫинчен те пӗлтерме пычӗҫ, лашасене кӳлме хушрӑм. Акӑ мӗнле ҫын эпӗ! — Рабочисем пурӑнакан кварталсенче ун пек мар, — терӗ Голышев. Ҫӑкӑр ытларах пултӑр. Вӗсем пикник вырӑнӗ патнелле ҫывӑхарса пычӗҫ ӗнтӗ. Хӑйсем ишсе килнӗ пысӑк юханшыв Конго пулни уҫҫӑнах паллӑ ӗнтӗ — туземецсем ӑна Кванго е Икуту-я-Конго теҫҫӗ: пӗр широтара ӑна тата Заир теҫҫӗ, тепринче — Луа-лаба. Эпӗ час-часах каҫсене унпа выляма тухаттӑм та хӗрачана пит юратса карӑм, вӑл хӑвӑртах мана хӑнӑхрӗ те, эпӗ ӑна юмах ярса кӑтартнӑ чухне ман алӑрах ҫывӑрса каятчӗ. Ыратать-и? Каснӑ-лартнӑ ҫавӑн пек! Токарев нумаях каламарӗ, анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем:— Коммунистсемпе комсомолецсем ыран хулана каймаҫҫӗ, — тени пурин ӗмӗтне те татрӗ. Унӑн чӗркуҫҫийӗ карниз ҫийӗн шуса кайрӗ, вӑл вара чул катӑкӗнчен ҫакӑннӑ икӗ алли ҫинче аран-аран кӑна тытӑнса юлчӗ; ун айӗнче — хӗрӗх фут тарӑнӑш шӑтӑк. Унта та кунта грэстри тӗмӗсем кӑтраланса ӳсеҫҫӗ, вӗсем пӗчӗк пальма евӗрлӗскерсем, вунӑ фут ҫӳллӗшӗ ӳсеҫҫӗ, ҫулҫисем кӑна вӗсен вӑрӑм та ҫинҫе. Пӗр шӳтлемесӗрех, чӑн сӑмахпа калатӑп. Физиксем вӑл ун пек те, кун пек тесе пустуя ҫыраҫҫӗ, хӗрарӑм шуйттана кӑна юратать. Амӑшӗ каялла ҫаврӑнасшӑн пулчӗ, анчах хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех малалла кайрӗ те, тӑкӑрлӑк тӗлне ҫитсен, хӗсӗк те пушӑ ҫӗрелле пӑрӑнса кӗчӗ. Анчах арӑслан вилмеллех суранланнӑ; вӑл юлашки хут сиксе юр ҫине тӑсӑлса ӳкнӗ. Вӑл тӑсӑлса ӳкнине курсан, Хӗрлӗ Тӑрна ун патнелле хӑпарма пуҫланӑ, ун хыҫҫӑн вара ыттисем те хӑпарма тытӑннӑ. Марийка сасартӑк хӑйӗн пичӗ пӗҫерме пуҫланине туйрӗ. — Эсир пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл сӑмах майӗн, — Дольская госпожа кунта. — Мӗн инкекӗ пур унта. Ҫав пӗли-пӗлми чӗркелесе ҫырнӑ ҫырура княгиня ман аннеҫӗмрен хӑйӗн хутне кӗме ыйтнӑ: вӑл каланӑ тӑрӑх, ман аннеҫӗм княгиньӑпа унӑн ачисене хӑтарма пултаракан ҫынсене ҫывӑх пӗлет; княгиньӑн питӗ кирлӗ процессем пур иккен: «Я хвам обращаюсь, — ҫырать вӑл, — как благородная дама хблагородной даме, и при том мне преятно воспользоватца сим случаем». Ну, мӗнех вара, нимӗн тума та ҫук, манпа пӗрле кайӑпӑр. Яков Лукич чӗрне вӗҫҫӗн пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне пырса итлесе пӑхсан, вӑл Половцев шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫапла мӑкӑртатнине илтрӗ: — Ура айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса илеҫҫӗ! — Эпӗ халӗ сана кирек мӗн вуласа парас-тӑк, ҫавна пӑхмасӑр калаятӑн-и? — Акӑ мӗн, Савельич, — терӗм ӑна, — халӗ эсӗ мана ҫуррине пар та, ыттине хӑвах ил. Анчах Устинович йӗкӗлтесе, йӗрӗнсе чӗннӗ сасӑ чарчӗ ӑна: — Чужанин юлташ! Ҫак хушӑра Гленарван фургонтан тухса хуралра тӑракан Мюльредипе Вильсон патне пычӗ. Ҫав йывӑҫланнӑ курӑксем вӑтӑр фут ҫӳллӗшӗ е тата ытларах та ӳссе ҫитӗннӗ. Вӑл яланах ҫакӑнта, пӗр хӑй кӑна пӗлекен улах вырӑнта, хӑйӑрлӑ ҫыран хӗрринче, кӑштӑртатакан хӑмӑшсем хӳтӗлесе тӑракан вырӑнта шыва кӗнӗ. — Дик, — терӗ Уэлдон миссис. — Эпӗ те, ман упӑшка та эс пирӗншӗн мӗнле ӗҫ тунине нихӑҫан та манмӑпӑр. Ытла пурте каламаҫҫӗ, анчах кам лайӑххине пурте пӗлеҫҫӗ. — Мӗншӗн тесен вӑл шӑпах свинка. Сывлӑх сунмасӑрах, вӑл, хатӗрлевҫӗсем еннелле пуҫне тайса, Разметновран:— Мӗнле ҫынсем? — тесе ыйтрӗ. Ку вӑрман ӑна ҫӳлтен яланах вӗҫӗ-хӗррисӗр симӗс тинӗс пек аванах палӑрнӑ, усал ҫанталӑкра вара, кӑвак тӗтрепе пӗркеннӗ вӑрман, вӗте хумлӑ, пӑтранчӑк шыв ҫийӗ пек курӑннӑ. Ҫырлахсам, турӑ! Вӑкӑрӑн мӗн ҫинче выртмалла-ха? Тӳпери ҫутӑсене сӑнакан наукӑпа тӗпчев учрежденине астрономи обсерваторийӗ теҫҫӗ. А вӑл эрех тата вери чей ӗҫсен, эпӗ пӗлнӗ пек ҫивӗччӗн, ҫав урамри хӗрарӑмсем пек чӑрсӑррӑн калаҫма тапратрӗ; анчах эпӗ ун хӗрӗ ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл ҫавӑнтах урӑлса кайса кӑшкӑрса ячӗ. — Сан мӗн тума пӗлмелле ун ҫинчен? Любовь ҫине ашшӗ сӑмахӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫирӗп тетел тӗввисем пек йӑлӑланса ӳкнӗ, чӑлхантарса янӑ; вӑл, вӗсенчен хӑтӑлма пултарайманскер, алчӑраса кайса, нимӗн чӗнмесӗр ларнӑ. Вӑл кӑштах тӗлӗннӗ пек кулса кӗчӗ. — Паллах, ара! — терӗ ҫавӑнтах Бенедикт пичче, лайӑх негр шӳчӗ чунне кайса тивнипе. Профессор пит выҫӑхса ҫитнӗ ҫын пек васкаса ҫирӗ; эпӗ выҫнине мӗнне пӑхмасӑр, пит кӑмӑлласах ҫимерӗм, апат ҫине пӑхассӑм та килмен пек ҫикелерӗм. Халӑха пуҫҫапакансен сӑмахӗсем ман чӗре ҫине уҫӑлтаракан ҫумӑр пек ӳкетчӗҫ, ял тӗттӗмре тата хӑрушла начар пурӑннисем ҫинчен калаҫни, тата ҫав тери асап тӳссе пурӑнакан мужик ҫинчен калакан айван литература та мана питӗ пулӑшрӗҫ. Ҫак ҫын сан шӑлнуна вӗлернӗ. Городовойсем каллех атте патне пычӗҫ. Вӑл ман ҫине кӑн пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ — унтан каллех шухӑша кайрӗ; ӗнтӗ темӗн калас килетчӗ те унӑн, мӗнрен пуҫламаллине кӑна пӗлмерӗ; ӑшӗ вӑркарӗ унӑн… Унтан Павкӑна хӑй халь ҫеҫ Фроська тесе чӗннӗ хӗрарӑм ҫине кӑтартса:— Вӑл кунта асли. — Ну, мӗнле, хуҫа? — ыйтнӑ Ерофей Кузьмич, ывӑлне чи малтан тӗллесе пӑхнӑ чухне; лешӗ ашшӗнчен именсе, алӑк сули патӗнче сарӑ та вӑрӑм пайӑркаллӑ ҫӳҫлӗ пуҫне усса тӑнӑ. Гусев ун ҫине пӑхнӑ май пирусне ӗмет те чӑмлать. — Вӑл хӑех ҫав: вӑл яланах хӑй ҫырать. Ҫӳлте Гусев кимме ханкӑртан кӑларчӗ, унта простыньпе чӗркенӗ Лося вырнаҫтарчӗ, пиҫиххине туртса ҫирӗплетрӗ, шлемне пусарса лартрӗ те ҫирӗппӗн каласа хучӗ: — Чӗрӗлле парӑнмастӑп. Килнӗ ҫынни, ахӑртнех, хӑй шухӑшланинчен чакма юратман ҫын пулчӗ пулас, вӗҫсӗрех вӑл, лавккаҫӑпа килӗшмесӗр, пуҫне суллакаларӗ, туха-туха кайма тӑчӗ. Вӑхӑт малаллах шунӑ: Владимир пӑшӑрханма пуҫланӑ. Вӑл — шукӑль, крахмалланӑ воротниксемпе ҫӳрет, кашни кулленех сухалне хырать, пӗчӗк питҫӑмартийӗсем кӑвак тӗслӗ, хура уссийӗсене ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ; ерҫнӗ минутсенче вӑл пӗрмаях уссийӗсене тӗрткелесе, пиҫнӗ хӗрлӗ пӳрнисемпе тӳрлеткелесе тӑрать тата вӗсене яланах пӗчӗк алӑ тӗкӗрӗ витӗр пӑхать. Мартӑна Корчагин комсомолка тесе шутланӑ. Куҫпа пахаласа, вӑл ӑна вунтӑххӑртан асла хуман. Эсӗ Атаманчуков вӑкӑрӗсемпе сухала, эпӗ санӑн вӑкрусемпе сухалам! Юлашкинчен, хуҫа манран ыйтса пӗлме ӗмӗтленнисене эпӗ кӑшт та пулин тивӗҫтертӗм. Темле пурин ҫине те пӗрмай усаллӑн тарӑхса пурӑнатчӗ, хӑйне яланах ӗҫ варрине йывӑррӑн кӗртсе тӑрататчӗ те хаяррӑн, ҫилӗпе: «Эпӗ, эпӗ, эпӗ!» — тетчӗ. Унтан шапӑлтатса калаҫма тытӑнчӗҫ. Каллех кулкаласа илчӗҫ. Тугиловӑ пиртен инҫе мар, пурӗ те виҫӗ ҫухрӑмра ҫеҫ: кайӑр унталла уҫӑлса ҫӳреме, е юланутпа кайӑр; эсӗр ӑна тӗл пулатӑрах. Пичче кашни сехетрех компас ӑҫталла ҫул кӑтартса пынине, хронометр, монометр, термометр кӑтартакан цифрӑсене тӗплӗн ҫырса пычӗ: каярахпа вӑл кӑтартусене хӑй курса ҫӳрени ҫинчен ӑслӑлӑх журналӗ ҫинче пичетлесе тӗнчене пӗлтерчӗ. Паллах ӗнтӗ, пушхирсемпе тундрӑсене чечекленекен сад туса хурас тесен, питӗ нумай ӗҫлеме тивет, анчах этем ҫав ӗҫе те тума пултарать. Хамӑр ҫӗршывра эпир ҫапла тӑватпӑр та. Эпир ҫав тери пысӑк гидроэлектростанцисем, пысӑк тинӗссем, тӗнчери чи пысӑк каналсем тӑватпӑр, вӑрмансем лартатпӑр… Манӑн вӗсем мӗнле хутсем пулнине те пӗлес килчӗ, эпӗ хамӑн ӑс-хакӑлӑм мӗн каласса кӗтсе тӑмарӑм, портфельте мӗн пуррине пӑхма тытӑнтӑм. — Ҫапла, Павел, мужик ура ҫине тӑрсан, ҫӗре йӑлтах хӑй валли ҫаратса пӗтерет! — Кӑна эпӗ — хам валли тӑватӑп. — Михаил Квакина ман пата илсе килӗр, — терӗ Тимур. Эпӗ ултӑ ҫул ӗлӗкрех сак аҫун килне килсен, лаша ҫинчен сиксе ансанах, эсӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрленӗ хушӑра, пӗрле сад тӑрӑх уткаласа ҫӳреме чӗнтӗн. Аппӑшӗ, шӑллӗн ҫемйи ҫавӑн пек пӗтни ҫинчен пӗлсен, шӑллӗн ачине хӑйӗн патне илесшӗн пулнӑ. Шӳтлӗрех калаҫу харкашӑва куҫма пултарнӑ, анчах Давыдов ӑна, васкавлӑ ыйту парса, сирсе ячӗ: — Мӗнле пысӑк ӗҫ пур вара санӑн, Агафон? — Хам ҫине илместӗп, — терӗ те вӑл сасартӑк куҫлӑхне хывса пӳрнисемпе кӑпӑштаттарма тытӑнчӗ. — Ӳпкелессе те, хӗрхенессе те хам ҫине илместӗп. Ҫавӑнпа та манӑн хам мӗн каланине хуҫа ӑнлантӑр тесе, питех те тимлӗн тӑрӑшмалла пулчӗ. — Суять вӑл, — тарӑхса кайрӗ Тимур, — а хӑй комсомолка тата! Пирӗн пурӑнмалли нумай юлмарӗ. Анчах эсӗ туятӑн — самантсем вӗҫсӗр-хӗрсӗр, киленӗҫлӗн уҫӑлаҫҫӗ. Тӳпере ҫутӑ ҫӑлтӑр шуса пырса сӳнсен, турра ӗненекен ҫынсем сӑхсӑхнӑ, турӑ такамӑн чунне пуҫтарчӗ иккен, — тенӗ. Тӳпере шӑвакан ҫак ҫутӑ пӑнча халӑхра ӳкекен ҫӑлтӑр тенӗ. Вӑл сирӗн ҫурӑм шӑмми патнелле куҫса пынӑ май, эсир хӑвӑр ҫулҫӳрени, курнисем ҫинчен тата ҫӳллӗ чул сӑртсем ҫинчи ылттӑн улӑхсем ҫинчен аса илсе пыратӑр, ватӑ пулсан — ҫамрӑкланатӑр. Пархатарсӑр!.. Кольхаун пит хӗпӗртесе кайнӑ, хӗре тав тумашкӑн сӑмах та тупайман. Пӑрахут хашкани лайӑхах илтӗнет, анчах хӑй ҫывӑха ҫитсен тин курӑнчӗ. Тупӑкҫӑ Никитски хапха патне чиперех ҫитнӗ. Ӑна та пулин эпӗ тухиччен кӑшт маларах Географилле обществӑна хыпарланӑччӗ, хыпар ҫинче Мак-Интри унӑн йӗрне тупнӑ пек каланӑччӗ. — Бондаренко! — кӑшкӑрчӗ те полк командирӗ стена хыҫӗнчен, унӑн мӑн сасси ҫавӑнтах ҫуртри мӗнпур кӗтесе, ҫурӑк-ҫарӑк таранах, тултарса лартрӗ, малти пӳлӗмӗн ҫӳхе хӑшт вара силленсе, чӗтӗренсе кайнӑнах туйӑнчӗ. Вӑл, хӑйӗн хӑватлӑ карланкине шанса, нихӑҫан та шӑнкӑравпа усӑ курмасть. «Инвалидра» эпӗ пуринчен малтан тупӑ ҫине хӑпарса тӑни ҫинчен, Георги хӗресне илни ҫинчен сасартӑк вуласа пӗлсен, мӗн пек тӗлӗннӗ, мӗн пек савӑннӑ пулӗччӗ-ши Наташа, шухӑшласа илчӗ вӑл, пӑрӑнчӑк кӗлеллӗ аттисемпе ансӑр тӑкӑрлӑк тӑрӑх утса пынӑ май. Мускавра ҫар парачӗ пуҫлансан вара, чӑрӑш патӗнчен йӗри-тавра, темиҫе километра Сталинӑн лӑпкӑ та хӑватлӑ сасси янӑраса кайрӗ. Унӑн сасси траншейӑсен лабиринчӗсем ҫийӗпе, ҫав траншейӑсенчи юр айне пулнӑ ҫӗр пӳртсем ҫийӗпе, хӑш-пӗр ҫӗрте халь те-ха ҫил-тӑманлӑ уйсем урлӑ, мӗнпур сасса хупласа, ламран-лам янӑраса кайрӗ. «…Малтанхи хут пырса ҫапнӑ хыҫҫӑнах пирӗн ҫар саланса каясса, пирӗн ҫӗршыв чӗркуҫленсе тӑрасса тӑшман шанса тӑнӑ. Ку шӑпах вӗсен пассажирӗ, Бретани хресченӗ пулчӗ иккен. Вӑл ҫулне-мӗнне асӑрхамасӑрах утать; ӑна вӗҫӗмсӗр йывӑҫ турачӗсем ҫапӑнса, сӑтӑрӑнса илеҫҫӗ; урисем минутсерен шурлӑ вырӑнсене пута-пута анаҫҫӗ, вӗсене вӑл нимӗн те туймасть. — Ман шухӑшсем мана хама та уҫӑмлӑ мар, — терӗ Елена. Ҫакна Давыдов нихҫан та кӗтменччӗ, ҫакнашкал хыпар хӑйне ҫав таранах пӑлхантарса ӳкерет тесе нихҫан та шутламанччӗ. Макара, акӑ кама ҫӑварлӑхламалла! Вӑл кимме туртса каҫарнӑ та унпа ишсе каҫать! Тата эпӗ унта тем Шумов кочегар пекки пулнине сисетӗп. Вӑл калаҫманни мана питӗ килӗшмест. Хамӑра вӑтантаракан мораль вӑрттӑнлӑхӗсене, эпир пӗрне-пӗри шанса пӗлтернӗскерсене, хамӑр уйрӑлас пулсан пӗри тепринче хӑварасси пире питӗ хӑратать. «Мухтав турра! контужен кӑна пултӑм», — ҫакӑ пулчӗ ун чи пирвайхи шухӑшӗ, вӑл хӑйӗн кӑкӑрне тытса пӑхасшӑнччӗ — анчах аллисене ҫыхса лартнӑн туйӑнчӗ ӑна, пуҫне темӗнле хӗскӗчпе хӗстернӗн туйӑнчӗ. Вӑл, пуҫне сӗлттесе чӗтрекен тутисене аран-аран кӑна чарса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, аллӑмран тытрӗ. Эпӗ унӑн ашшӗ Николай Антоныч пулӗ тесе шухӑшлаттӑм-ха. Осадчийе сӑн-питне ҫирӗппӗн хытарса хунӑччӗ, хӑйӗн кӗмсӗрти хулӑн сассипелен протодьяконла ӗхӗрттеретчӗ: — Пиллесемччӗ, тӗнчене тытса тӑракан аслӑ пӳлӗх. Чӑмӑрӑн ҫак енче темле тӗлӗнмелле паллӑсем курсан, эпир вӗсене тӗксе пӑхма хӑтлантӑмӑр; пирӗн пӳрнесем ҫав витӗр курӑнакан япалана перӗнчӗҫ. Пӗр-ик сӑмахпа Дик Сэнд хӑй мӗн курнине юлташӗсене пӗлтерчӗ. Вӗсем нумайччен ӗҫ ҫинчен кӑна тенӗ пек калаҫнӑ — Миссисипи штатӗнчен тухнӑ чее ҫын хӑй шухӑшӗсене ют ҫын умӗнче палӑртса парас ҫук мӗн. — Нимӗнскер те тӑваймӑр вӗсемпе, — ярса илчӗ Ситников. Мана сутмастӑп тесе сӑмах патӑн ху! — Ма хуҫа арӑмӗ? — ӑнланаймарӗ Павка. Анчах та парӑннӑ йытӑ хут илсе килчӗ пулсан, вӑл мӑйкӑч ҫумӗнче. Ун ҫинчен мӗнле каланӑ, вӑл ҫаплипех юлтӑр. Старик иконӑна сутакан ҫынӑн пичӗ патне илсе пырать те хытӑ вӗрентсе калать: — Эсӗ пӑх, мӗнле вӑл савӑнӑҫлӑскер, икона-и вара вӑл? Тӗрӗссипе каласан, ҫакна хӑйӗн ӗмӗрӗнче пуҫласа ҫилленнӗ майор ҫапса илчӗ. Погребище станцийӗнче тин ҫеҫ вагонсенчен антарнӑ пилӗк танк ҫапӑҫу пулас ҫӗре васкать. Анчах пур аса-илӳсем те мана ун ҫинчен шухӑшлаттараҫҫӗ. Тӑхта, тусӑм, эсӗ колбасана йытта парса сая ан яр… хӑвах ҫи… — Опиум ҫинчен закон нимӗн те каламаннине эпӗ лайӑх пӗлетӗп, — терӗ полковник, врач ҫине сиввӗн пӑхса. — Айта, усӑ кур, Паганель, усӑ кур! Озеров капитан пӗр ушкӑн салтака Вазуза хӗрринелле ертсе пыратчӗ. Вӑл кӑмӑлӗ туличченех ӗҫме, вӑрҫма пултарӗ. Анчах та тӗлӗнмелле. Халӗ ун пӗртте ӗҫес те, вӑрҫас та килмерӗ. — Карачкӑна каяс тенӗччӗ те сирӗн пата лекрӗмӗр. Ҫирӗм виҫҫе пуснӑ Санин Италирен Российӑна каялла таврӑннӑ май Франкфуртра чарӑнчӗ. — Ҫапла ҫав! — мӑнаҫлӑн утнӑ май мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Тата хытӑ сехӗрленмелӗх эпӗ тыткӑнра тӑраканнине пӗр ҫынна та курмарӑм. Яков вӗсен пӳлӗмӗн чӳречинчен садалла малтан хыттӑн пӑшӑлтатни, унтан Татьяна хӑйне пӗр чармасӑр кӑшкӑрни янӑраса тухнине илтнӗ: — Эсир — клоун! Таркӑн казак ури умӗнче йӑваланакан дворянин ҫине пӑхса, эпӗ йӗрӗнсе тӑтӑм. Анчах Давыдов сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ, халӗ ӗнтӗ Варюхӑн самантрах типнӗ пек туйӑнакан куҫӗсем куҫҫульпе мар, ҫилӗпе йӑлкӑшса илчӗҫ. Сӑмавар-и? — терӗ вӑл тӳрех. Кӑшкӑрать кӑна: «Эсӗ ватӑлнӑҫемӗн ухмахланса пыратӑн. Эпӗ кӑшкӑратӑп, анчах та вӑл мана илтмест. «Мӗн хӑямачӗ ку!» — тесе шухӑшланӑ та вӑл, васкаса пӳрте кӗнӗ… — Мӗн кирлӗ мара?.. Тахӑшӗ: «Пӗрре-иккӗ-виҫҫӗ», — терӗ те, баянист выляма пуҫларӗ, ачасем вара, юррӑн кӗввине хӑвӑртах ярса илеймесӗр, пысӑк хавхаланупа юрласа ячӗҫ: Хӑвӑн рекордна, парсам-и, Эс ӗнтӗ кивелен! — Ку санӑн ӑсна тивӗҫлӗ ӗҫ мар. — Турра пире хӗрхеннӗшӗн тав ту ӗнтӗ, — ҫирӗппӗн канаш пачӗ ӑна Ульяна, — паян Елена Льняница кунӗ. Эпир, эсир шакканӑ сасса илтсен, тӑрра шалтан ватма пуҫлӑпӑр. — Кирлӗ мар, ан ҫырӑр! — тесе йӑлӑнтӑм эпӗ ӑна. — Тискерленесси ҫук, — терӗ тухтӑр, ирсӗрленесси тесен — мӑй таранах. Эпӗ акӑ мӗнле шут тытрӑм, кӳршӗсем: хам ҫинчен кӗнеке ҫырма. Кӗрӗ вӑл ҫул ир килчӗ, йӗпе, сивӗ пулчӗ, ун чух чирсем тата харпӑр хӑйне вӗлернисем нумай пулчӗҫ. Ҫак монархӑн пӗренесем тата ытти йывӑр япаласем турттармалли урапаллӑ тӗрлӗ машинӑсем пур. Эсӗ вӗсемшӗн ответ тытатӑн! — Пӑшалсем патне! — плац варринчен кӑшкӑрса ячӗ Слива. Кунсӑр пуҫне ҫав кунах виҫӗ ҫыру килчӗ, вӗсем питӗ начар хыпарсем пӗлтернӗ, ҫитменнине тата ҫил хӗвелтухӑҫ енчен вӗрет. Матрос, пурпӗрех лекнине тата вӗҫерӗнес ҫуккине пӗлсе, аллинчи вутсыппине калтах пӑрахнӑ та, аллисене йӗмпӗҫҫи ҫумне сӑтӑрса илсе, хӑюллӑн:— Тӗрӗс мар-им вара? Секундант господасен калаҫӑвӗ темиҫе хутчен те хӗрсе кайрӗ; калаҫу, пӗр сехет ытларах пынӑскер, юлашкинчен, ҫакӑн пек условисемпе пӗтрӗ: «фон Дöнгоф баронпа Санин господинӑн ыран ирхине вунӑ сехетре, Ганау патӗнчи пӗчӗк вӑрманта, пӗр-пӗринчен ҫирӗм утӑмра тӑрса пемелле; кашниех, секундант панӑ паллӑ тӑрӑх, икӗ хут пеме пултарать; пистолетсем — шнеллерсӗр тата яка кӗпҫеллӗскерсем пулаҫҫӗ». Акӑ эпӗ сана кукаҫу патне ярӑп, вара каллех ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтаракан пулса тӑрӑн! — Пӑхӑр ман ҫине, мӗншӗн эсир пӑхмастӑр? Карапа енчен енне силленипе, хумсем ҫийӗн сиктернипе ҫаврашка ҫийӗнсе татӑлнӑ пулӗ тесе шухӑшламалли ҫеҫ юлчӗ. — Пурне те. Белецкий ҫинчен пурте: вӑл чипер, ырӑ кӑмӑллӑ ача, тесе шутланӑ. Анчах виҫ-тӑват самант та иртеймерӗ, юланут каялла ҫаврӑнса килчӗ. Халӗ эпӗ хамӑр пӳрт патӗнчен аякра мар, ҫавӑнпа мана кӗҫ-вӗҫ атте килсе ҫитессӗн туйӑнать, анчах эпӗ кимме пытарма ӗлкӗртӗм, унтӑн тӗм хыҫӗнчен пуҫа вӗлт! кӑларса пӑхрӑм — атте сукмакпа шыв хӗрне аннӑ та иккен, пӑшалӗпе темӗнле кайӑка тӗллет. Вӑхӑтӗнче те пулчӗ. Йывӑҫ тӗмӗсем сирӗлчӗҫ те, икӗ ача, кашни самантрах каялла ҫаврӑнса тарма хатӗрскерсем, пӗр-пӗрине аллисенчен тытса, ун патнелле ҫывхарчӗҫ. Пуҫламӑшӗ питӗ чаплӑ тухрӗ, хам француз чӗлхине ӑста пӗлнине ӗнентермеллех кӑтартрӑм пулин те, эпӗ калаҫӑва малалла кунашкал тӑсма пултарайманнине туйса илтӗм. Ҫӗрле те, кӑнтӑрла та канӑҫ ҫук. Кӳршӗ ҫынни форточкӑна уҫрӗ те икӗ телеграммине те шалалла пӑрахрӗ. Эпӗ халь техник-лейтенант. Анчах ун ҫинче те курӑк леккисем ӳсеҫҫӗ… Урамра тулли кӑкӑрпа сывласа ячӗ. Унтан ҫӑварне вӑрӑм-вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм хыпнӑ старик, пуҫне хӗрарӑм тутӑрӗ ҫыхнӑскер — тутӑрӗ ӑна хӑйне ыттисенчен аслӑраха хума нимӗн чухлӗ те кансӗрлемерӗ — ура ҫине сиксе тӑчӗ, ненецла калаҫма пуҫларӗ, маншӑн вӑл ҫав тери вӑрӑм пуплев каланӑ пек туйӑнчӗ. Ҫак лаша ман хуҫа-лашапа пӗрле апатланма килнӗ, вӑл ӑна питех те кӑмӑллӑн йышӑнчӗ. — Халиччен садра пуль ӗнтӗ. Пӗр сехет иртет. Врачсем ҫав ыратакан вырӑнсене тыткаласа пӑхнӑ чух унӑн алли простыне епле лутӑркаса пӑчӑртани тӑрӑх тата ҫавӑн чух сӑмси ҫине вӗтӗ тар тапса тухни тӑрӑх ҫеҫ, ӑна ҫаксене тӳссе ирттерме мӗн тери йывӑррине тавҫӑрса илме пулнӑ. Эпӗ алӑк патне чупрӑм та Джим Гокинса куртӑм. Халь ӗнтӗ мӗн тумалла-ха пирӗн? — Телейсӗрсем! — тесе ячӗ Элен. — Вӗсем пӗтнӗ ӗнтӗ! Ҫакна пӗтӗмпех Гек турӗ-ҫке! Сӑмах тупас ҫук: бархат! кӗмӗл! вут-хӗм! Ӑна ҫав каҫах вӗлерме шутланӑ, анчах вӑл тарма ӗлкӗрнӗ. Мухтав турра, ирхине мана Таманьрен тухса кайма май килчӗ. Унтан тӑна кӗтӗм, ҫӗнӗрен барак тата юхан-суран чирӗпе чирлӗ тарҫӑсене куртӑм, вара пӗтӗмпех ӑнланса илтӗм. Таҫта переҫҫӗ, анчах пӑшал сасисем шӑпланма пуҫларӗҫ. — Олейник сержант. Пирамидӑпа пӗр сехет аппаланнӑ хыҫҫӑн, ывӑнма пӗлмен хуҫа Иван Иваныча кушак аҫи ҫине тӑрса ҫӳремешкӗн вӗрентме тытӑннӑ, унтан кушак аҫине чӗлӗм туртмашкӑн вӗрентме пуҫланӑ тата ыт. те. Ҫакӑнта Том пуҫне ҫиҫӗм пекех пӗр шухӑш пырса кӗчӗ. Килӗсене саланнӑ чухне приход ҫыннисем пӗр-пӗрне ҫапла каларӗҫ: «Пире нимӗн намӑса пӗлмесӗр улталарӗҫ пулин те, эпир тепӗр хут та ухмаха тӑрса юлма хатӗр пулаттӑмӑр пулӗ, авалхи тав тумалли гимн ҫав тери тӗлӗнмелле лайӑх юрланине те пӗр хут та илтесчӗ», — терӗҫ. — Юрать, — терӗм эпӗ. Вакуна ҫывӑхри станцӑсене каякансем кӗреҫҫӗ, анса юлаҫҫӗ, анчах виҫӗ ҫын, ман пекех, пуйӑс хускалса кайнӑранпах ларса пыраҫҫӗ-ха: пӗри ҫамрӑках мар илемсӗр майра, табак туртаканскер, ӗшенчӗк сӑн-питлӗскер — арҫынсенни майлӑ пальтопа шапка тӑхӑннӑ; унӑн юлташӗ, тӑпӑль-тӑпӑль ҫӗнӗ япаласем илсе пыраканскер, хӗрӗхелле ҫитнӗ калаҫма юратакан арҫын; виҫҫӗмӗшӗ — лутрарах та вӑр-вар господин, вӑл хӑйне хӑй ыттисенчен уйрӑм тытать, ватах мар, анчах кӑтра ҫӳҫӗ вӑхӑтсӑр шуралнӑ пулмалла. Рабочи. Воропаев ҫырӑвӗнчи сӑмахсене аса илсен, Лена ҫуса пӗтермен чашӑкне чӗркуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те шухӑша кайрӗ. Хальхи вӑхӑтра Марс карттине тӗплӗн тунӑ, ун ҫинче 2 — 3-рен пуҫласа 300 километра ҫитекен сарлакӑшлӑ каналсем пин ытла шутланаҫҫӗ. Анчах та вӑл йӑл кулса, ывӑннӑ сасӑпа та тутлӑ сасӑпа ыйтатчӗ: — Вуласа тухрӑн-и? — Юратмалла ӗҫ? Ҫавӑнпа та ӗнтӗ чухӑнсен ҫухӑрма юрамасть, кӑшкӑрса хӑвна хӑвах инкек кӳрӗн… — Мӗншӗн нумай… Калаҫаканни, вӑл ӑҫталла кайнине пӑхса тӑчӗ, анчах унӑн пичӗ, паҫӑрхи пекех, нимӗн те палӑртмарӗ, куҫӗсем кӑна унӑн аманнӑ пӑлан куҫӗсем евӗрлӗ пӑхма тытӑнчӗҫ. Сана хӑш-пӗр урӑхларах ҫитменлӗхсем ҫинчен каласшӑн. Лозневой ӑнланса илчӗ: вӑл хӑй те пӗр пӗчӗк суя окопа, тӑрӑшса ӗҫлекен артиллеристсем тӑшмана улталама алтса хунӑ ҫӗре пырса лекнӗ иккен. Унӑн пурнӑҫӗнче питӗ хытӑ юратнӑ икӗ япала: карт тата хӗрарӑмсем пулнӑ; вӑл хӑй ӗмӗрӗ тӑршшӗнче темиҫе миллион выляса илнӗ, тӗрлӗ сийсенчи шутсӑр нумай хӗрарӑмсемпе ҫыхӑну тытнӑ. — Ҫутӑ! — Василий, — тетӗп эпӗ, вӑл ларкӑч ҫинче ларса пынӑ ҫӗртех хуп турттарма пуҫланине асӑрхаса, — ларт мана ларкӑч ҫине, кӑвакарчӑнӑм. — Мӗн тесе ҫырнӑ вӗсем ҫине? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Тӳпе тӗксӗмленчӗ. — Эпӗ сире чӑрмантармӑп, анчах илсе кайӑр мана! Ответлесе пыр манӑн ыйтусене! — Эпир килтен Николая тытса кайиччен пӗр сехет малтан ҫухалнӑ. — Турри кӑшт упракаласа хӑварчӗ. Ҫитӗ ӗнтӗ. Эпӗ Силвио патне каланӑ вӑхӑтра пытӑм, унта пӗтӗм полк тенӗ пекех пухӑннӑ. — Синьор Риварес, — пуҫларӗ Монтанелли кашт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — эпӗ сире темиҫе ыйту парас тетӗп, ҫав ыйтусем ҫине ответ парсан, эпӗ сире пысӑк тав тума тивӗҫ пулӑп. — Тупнӑ суту-илӳ тумалли вӑхӑт, — мӑкӑртатрӗ Петр, хӑй те ашшӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе. Морисӑн тата тепӗр хута кӗрекен тупӑннӑ, вӑл хӳшӗ алӑкне пит хытӑ сыхласа тӑнӑ. — О, ҫук. Вӑл та пӑтраштаратчӗ мана: никама та кӳрентермест, анчах хӑй тӗрӗс мар пурӑнать. Ҫав вӑхӑтра ун пек ӗҫсем пулкаланӑ. Увар Иванович хӗрарӑмсем хыҫҫӑн асӑрханкаласа утрӗ. — Манӑн кӳршӗ, — тавӑрчӗ лазутчик. Сирӗн чӗлхерех калать-и ҫакна? Эпӗ хамах, ун ҫине, хӗҫпӑшалсӑрскер ҫине тӑваттӑн тапӑннине, вӑл хӗҫпӑшалсӑр чӑлах, вӗсене ярса тытса, пӗр-пӗрин пуҫӗсене ак ҫапла шаклаттарнине куртӑм, — терӗ вӑл. Манӑн ывӑл — хе-хе-хе! Вӑл ман еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнчӗ те хӑвӑрт утса кайрӗ. — Каяр, Давыдов. Эпӗ халь ҫеҫ ҫав… колхоз председателӗн заместителӗпе калаҫса илтӗм. Тытӑн, Евдокимовна, мӗне тӑрать вара сана? Чи малтан вӑл мана ирӗке тухнипе саламларӗ, ку ӗҫ вӑл хӑй хутшӑнмасӑр пулманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах, вӑл каланӑ тӑрӑх, мана ирӗке кӑларасси уйрӑм лару-тӑруран килнӗ. Малалла кала, Кассий. Мӗн вырӑна ҫитичченех пӗр саманта та йӑла-йӗрке ташшисем чарӑнмарӗҫ, кӑшкӑрни, асамҫӑсем улани, музыка инструменчӗсем кӗрӗслетни, хӗҫпӑшал кӗлетӗнчен илнӗ авалхи пӑшалсенчен — мушкетсенчен — пени илтӗнсе тӑчӗ. — Ыран ҫатан тытӑпӑр та сирӗн чашӑка ҫурмаран уйӑрӑпӑр, ӗҫӗ те пӗтнӗ. — Ун ҫинчен ан шухӑшла, Андрей. Вӑл каланипе, Пугачев мана Оренбурга шпион туса янӑ пулать; эпӗ, кулленех ҫапӑҫма туханҫи пулса, хулара мӗн пулса иртни ҫинчен хут ҫине ҫырса пӗлтернӗ пулать; юлашкинчен вара, пуҫӗпех самозванец енне куҫса, унпала пӗрле крепӑҫрен крепӑҫе ҫӳренӗ, Пугачев енне куҫнӑ юлта-сен пуҫне ҫиме, вӗсен вырӑнне ларма, Пугачев панӑ парнесемпе усӑ курма тӑрӑшнӑ пулать. Унтан сасартӑк алӑк яри уҫӑлчӗ те — хохол кухньӑна кӗрсе пӑшӑлтатса каларӗ: — Шпорсем чӑнкӑртатаҫҫӗ! Берездов батальонне Климонтовичи ялӗ енчен пырса, вокзала туртса илме задани панӑ. — Ҫук, хӑрамалла: ӑна унта тапса пӗтерме пултараҫҫӗ. Шубина хуйхӑ пусса илчӗ; ачаш ҫил тӳрех питрен сӗртӗнни ӑна вӗчӗхтерчӗ; вӑл шинель ҫухипе пӗркенчӗ те кӑштах йӗрсе ямарӗ. Пӗр-пӗр пӳрт-ҫурт курса, е ҫул тупса пулмӗ-ши тесе, эпӗ пур еннелле те тинкерсе пӑхкалатӑп. Лешсен енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса, патмар кӗтӳҫӗ пӑявлакан пӑру ҫине пачах пӑхмасӑр, Яков Лукич крыльца патне юлхавлӑн чалӑшса утса кайрӗ. Акӑ, халӗ те ӑна Игнатьева кӗтет. Пӗлетӗн-и, эпӗ влаҫшӑн хыпӑнса ҫӳрекен ҫын мар. Такамӑн усал ирӗкне пула тенӗ пекех, пурте хӑйне хирӗҫ тӑнӑн туйӑннӑ: е юпах тихине кашкӑр туртса ҫурнӑ, е тыррине пӑр ҫапнӑ, е ӗни лачакана путса вилнӗ, е ним юлми ҫунса кайнӑ. — Ҫук, сэр, — тетӗп, — эпӗ вӗсене салатасшӑн мар. Хуйхи мӗн чухлӗ пысӑкрах, вӗсем хӑйсене те ҫавӑн чухлех ытларах амантаҫҫӗ. — Чӑнах-и? Унта-кунта вут хыпса илчӗ, хула ҫунма тытӑнчӗ. — Уйӑх шӑнтать, теҫҫӗ ҫынсем, нимӗн те шӑнтмасть, — терӗ те вӑл сӳрӗккӗн, пусса тӑракан ӳт-тирне аялти кӗпе пекех хӑй ҫинчен хывса пӑрахасшӑн пулнӑ евӗр, аллисене сӳрӗккӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Анчах каштисем ун хыҫҫӑн та ҫаплах тӑнӑ. Ҫакӑн пек ытарайми самантра вӑл сасартӑк пусма тӑрӑх анакан Колчона курах кайрӗ. Ҫак ачасем ӗнтӗ пуласлӑхӑн ӑнлӑ пурнӑҫне сӑнарласа кӑтартаҫҫӗ. Кресли питӗ кивӗскер пулнӑ, ӑна витнӗ симӗс бархат айӗнчен мучала тухса тӑнӑ, анчах ҫапах та вӑл ларма ҫав тери канлӗ пулнӑ, кӗлеткене пур енчен те тӑп-тӑп ыталаса илнӗ, ҫавӑнпа та Алексей тӳрех ҫурӑмӗпе таянса, ыратнипе ҫунса тӑракан урисене малалла тӑсса ларчӗ. — Балабинӑн сасси ҫинҫен янраса тухрӗ, тӑвӑнса тӑракан хулӑн мӑйӗ калама ҫук хытӑ карӑнса кайрӗ, кӑштах тӗкӗнсенех пӳрне айӗнчен юн пӗрхӗнсе тухассӑн туйӑнать. — Ну, янахран тӑрӑнтарас пирки эсӗ хуллентерех калаҫ, — сиввӗн каласа хучӗ оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов. — Эпир сана та йӗркене кӗртме пултаратпӑр. Мӗнрен хӑранине — пӗлместӗп!.. — амӑшӗ, пӳлӗм тӑрӑх ним тӗлсӗр пӑхкаласа илсе, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ. Ача ҫав тери асӑрханса, пӑхӑр пӗҫертесрен хӑранӑ пек, аллине тӑсрӗ. Ҫавӑн пек пысӑк укҫа, ҫитменнине тата ылтӑн укҫа, питех те тӗлӗнмелле пулчӗ. Унӑн ҫавӑн пек сӑмахсем ҫук, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене ниепле те пӗлтерме пултараймасть, ҫавӑнпа та вӗсем, сапаланчӑк та кӗрхи тӗтре пек пӑтранчӑк шухӑшсем, ӑна чӑрмантараҫҫӗ ҫеҫ, вӗсем ӑна нимӗн ӑнланми, нимӗн туйми тӑваҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ йӑлтах арпашӑнса кайрӑм. Уйрӑласси ҫинчен калаҫас килмерӗ вӗсен, ун ҫинчен вӗсем калаҫма та хӑрарӗҫ. Мӗншӗн пирӗн колхозра та ҫавнашкал ача сачӗ тӑвас мар-ха? Хӑлхам ан илттӗр! Анчах ура ҫине тӑрсан, эпӗ хам пӗр утӑм та ярса пусма пултарайманнине куртӑм. Шурочка аллинчи чӗнтӗрне кӑкӑрӗ ҫумне ӗнентерӳллӗн хӗссе тытрӗ. Хӗрӗн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ те, ман ҫине каллех унӑн ҫутӑ куҫӗсем йӑлкӑшса пӑхрӗҫ, хӑй каллех кулса илчӗ. Эммелина пӳлӗмне яланах тап-таса тытаҫҫӗ, пур япала та вӑл пурӑннӑ чухнехи пек упранать, унта нихҫан та никам та кӗрсе ҫывӑрмасть. Эсир нимӗҫ кӗнекисене ҫеҫ вулатӑр. Кусем пурте ним те мар! — Руль ваннӑ-им пирӗн? Паян ӑна, ҫил пек ҫӳренӗшӗн, никам та икӗ куна арестлесе лартас ҫук. Самовар сӗтелӗ хушшинче ирхи платье тӑхӑннӑ Марья Кириловна, тата унтах — ҫине ӑшӑ пустав сюртук, урине туфли тӑхӑннӑ Кирила Петрович та хӑйӗн чӑм евӗрлӗ сарлака чашкинчен чей ӗҫсе ларнӑ. Тихон кӑмӑлсӑр мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Ухмах, анчах чӑнлӑха пуринчен малтан ӑнлантӑм. — Кам пӗлет ӑна? — ответлерӗ Базаров. «Калаччӑр ӗнтӗ!» хушса хучӗ яланах айӑплӑ ҫын мӗн каланине итлеме юратакан Бульба. Гусев питӗнчен тарне шӑлса илчӗ. Халӗ, экзаменсем умӗн, мӗн пуласса Оперов малтанах каласа хуни чӑнах та пурнӑҫа кӗчӗ. Зухин икӗ эрнелӗхе таҫта ҫухалчӗ, ҫавӑнпа эпир юлашки вӑхӑтра урӑх студент патӗнче хатӗрлентӗмӗр. Анчах пӗрремӗш экзамен кунӗ вӑл, хавшаса ҫитнӗскер, шурса кайнӑ сӑнпа, чӗтрекен алӑсемпе зала пырса кӗчӗ те, экзаменсене питӗ лайӑх тытса, иккӗмӗш курса куҫрӗ. Курс пуҫламӑшӗнче ӗҫке юратакансен Зухин ертсе пыракан ушкӑнӗнче сакӑр ҫынччӗ. Вӗсен шутне малтан Иконинпа Семенов кӗретчӗҫ, анчах пӗрремӗшӗ, юлташӗсем ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче ҫав тери иртӗхсе ӗҫнине чӑтаймасӑр, ку ушкӑна пӑрахать; иккӗмӗш вара хӑйне ҫакӑ та ҫитмен пек туйӑннӑран пӑрӑнать. Малтанхи вӑхӑтра пирӗн курсра вӗсем ҫине пурте темле шикленереххӗн пӑхатчӗҫ, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен пӗр-пӗрне кала-кала паратчӗҫ. Бэла санӑн урхамахна тӑмасть-и вара? Шампански ӗҫме юратмастӑп пулин те, санпа юлташла ларса ӗҫессишӗн паян сирӗнпе пӗрле пыратӑп, терӗ мана Дмитрий; Дубков каланӑ тӑрӑх, эпӗ, пӗтӗмӗшпе ялсен, темӗншӗн-ҫке полковник евӗрлӗ; Ҫавӑ пит вӑтанмалла, акӑ, тӑхта-ха, ху пӗлӗн! Тен, ку тӗлӗнмелле пек туйӑнӗ, анчах чӑнах та ҫапла. Полицейски уттарма хушни уншӑн законлӑ пек, йӗркеллех пек туйӑннӑ. Ун ҫине пӑхнӑ май темле ӑнланмалла мар, чарайми вӑй куҫӑмсене ҫак ним хускалми пит патне туртнине туйрӑм. — Эпӗ, Иван, унпа пӗрле хам кайса килӗп, — терӗ староста, — ан пӑшӑрхан эсӗ. Атте ман пата ҫывхарнӑ чух эпӗ тӑрӑшсах вӑлта ҫиппине кӑлараттӑм, ҫапла мӗшӗлтетнӗшӗн вӑл мана кӑшт ятларӗ; анчах эпӗ ӑна: «Шыва кӗрсе ӳкрӗм, ҫавӑнпа вӑрах аппаланма лекрӗ», — тесе суйрӑм. Савӑл евӗрлӗ хура сухалӗ тата пӗчӗк мӑйӑхӗсем ашшӗнни евӗр кӑмӑрчак сӑмсаллӑ ырхан пичӗ ҫинче чӗтренкеленӗ. Килтен хуллен йӑпшӑнса тухрӑм та ҫул тӑрӑх чуптара патӑм; куратӑп — чиркӳре, ик-виҫӗ сыснасӑр пуҫне, никам та ҫук: чиркӳ алӑкне нихҫан та хупмаҫҫӗ, сыснасем ҫулла хӑма урайӗнче йӑваланма юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ун ҫинче выртма уҫӑ. Кунта эсӗ, председатель, каҫар та мана, ҫапах суятӑн! Чӳрече хуппи ҫекленнӗ те, сухал каллех курӑнса: «Мӗн кирлӗ сана?» — тесе ыйтнӑ. — Ефим ку! — терӗ Рыбин, кухньӑналла пӑхса. Тепӗр темиҫе кунтан Яков хӑйне Павлушка темпе кӳрентерни ҫинчен каласа пачӗ. Вара аслӑ Артамонов, ывӑлне ӗненмесӗр, хӑнӑхнӑ йӑлапа кӑна конторщика:— Эсӗ ывӑлна пӗҫерт пӑртак, — тесе канаш пачӗ. — Эпӗ ӑна ахаль те пӗҫертетӗп, — пуҫне тайса ӗнентерчӗ Никонов. Хӗрарӑмсем арҫын сисӗм-туйӑмлӑхне йӑлтах алла илме пултарнӑ пирки арҫынсем вӗсемпе лӑпкӑн калаҫма та пултараймаҫҫӗ. Ежовӑн пичӗ наркӑмӑшлӑ гримасӑпа пӗркеленсе илнӗ, вӑл сасӑсӑр, тутисемпе кӑна кулса янӑ. Мӗнле сӑлтавсем чарма пултарнӑ-ха вӗсене? Шпалсен ҫӗр ҫинче, пӗр хускалмасӑр, пӗртан выртмалла; рельсӑн кашни шпал ҫине тикӗс выртмалла. Эх, mа сhеrе, мӗн ҫинчен кӑна супӗлтетмерӗҫ вӗсем! Унран вӗҫерӗнсе урама тухса тарас, анчах ӑҫта кайӑн, кама каласа парӑн? Ҫывӑхри яла ҫитме тата пӗр вунӑ ҫухрӑма яхӑнччӗ. Кӗтмен ҫӗртен пӗр пысӑк кӑвак пӗлӗт, тур пӗлет-и ӑҫтан тухнине, пирӗн еннелле ҫилсӗр-мӗнсӗрех хӑвӑрт шуса килни курӑнчӗ. Мужик вӑл, ачам, тимӗрҫе кирек хӑҫан та хисеплет. Ҫапах та, прокурор тӗпченипе ӑна пурне те калаттарчӗ, Морис Джеральд ҫар тӗрмине пырса лекиччен мӗн пулнисене йӑлтах калаттарчӗ. Вӑкӑрсем шӑнса ҫыпӑҫса ларассине пӗлмен-и? Мӗн ӗҫпе пурӑнать-ха вӑл? Амӑшӗ ывӑлӗн сӑмахӗсене ҫӑтсах тӑчӗ, вӗсем унӑн пуҫне йӗркеллӗн кӗрсе вырнаҫрӗҫ. Анчах унӑн ӳт-пӗвӗ эпир халиччен пӗлекен кирек мӗнле упӑтесеннинчен те ҫӳллӗрех. — Мӗ-ӗн? — тенӗ Миките илтеймесӗр. Анчах вӑл мана кулленхи сивӗ туйӑмӗпе те пулин ачашласа илмерӗ. «Йӑлтах Зинӑна каласа парас? — шухӑшларӑм эпӗ. — Апла пулсан, икӗ градус та икӗ минутра, е… — Е пиртен ҫитмӗл пилӗк мильре. Ҫур пус пӑхӑр ямӑттӑм вӗсем ҫине, мӗнпур сӗткенӗсене пӑрса илӗттӗм, — пар! тейӗттӗм. Астрономсем, Хӗвел пӑнчисене нумай вӑхӑт хушши сӑнаса, вӗсен шучӗ пысӑкланнине тата пӗчӗкленнине асӑрханӑ. Тахӑшӗ мана: ҫак ҫын вӑл — полкри чи маттур лётчик, терӗ. Вӑл малалла ӑҫталла кайнӑ, эпӗ ним те пӗлместӗп. Манӑн пусас кӑмӑлӑма эсир пӗтӗмпех пӗтерсе хутӑр… — Ҫавсем вара, авӑ, мӗн тӑваҫҫӗ? Колхозран тухнисем колхоз ҫӗрне каялла туртса илес хӑрушлӑх куҫ умне уҫҫӑнах тухса тӑчӗ. — Эпӗ ыйтрӑм, — ассӑн сывласа каларӗ Марыся. Кӑнтӑрлахи апат тӗлӗнче, хамӑн черкес лашине ҫав кавирпе витсе, юриех вӗсен умӗнчен ирттерме хушрӑм. Унан пӗтӗм варне витернӗ. Васко Нуньес Бальбоа пек, вӑл Лӑпкӑ океан хӗрринче тимӗр питлӗхпе те хӗҫпе тӑрать тейӗпӗр. Кам кашкӑра хӑтарать, вӑл сурӑхсене вилӗм кӳрет. — «Акӑ, ме сана тата», — терӗ лешӗ. Икӗ кун хулара пултӑм эпӗ, сан мулу ҫинчен кӑна калаҫаҫҫӗ унта. Элен ҫинчен шухӑшлӑр, ан манӑр Мэри Грант ҫинчен, пурин ҫинчен те, кунта юлакансем ҫинчен те ан манӑр. Хӑвӑр килӗшетӗр тесе калӑр ҫеҫ, эпӗ вара сире расписка парӑп. Ҫапла вара ачасем пурри пирӗн пурнӑҫа ним чухлӗ те ҫӑмӑллатман, ӑна наркӑмӑшласа ҫеҫ тӑнӑ. Жухрай ҫул управленийӗ урлӑ ҫӗнӗрен пынӑ рабочисене пурӑнма Бояркӑна тӑватӑ вагон ямалла турӗ. Пӗр миля уйпа утнӑ хыҫҫӑн каллех вӑрмана кӗчӗҫ. Вӑл ӗнтӗ, чӑн та, хӗвеланӑҫӗнчи пек ҫӑра мар, ҫапах пӗчӗк ушкӑн каллех пысӑк йывӑҫсен сулхӑнӗпе пычӗ. Йӗри-тавра шикленмелле шӑплӑх. — Ытах эпӗ сана кӳрентертӗм пулсан, каҫар эсӗ мана, Миша. Хӳмесем хыҫӗнчен, калинккесенчен савӑнӑҫлӑ ача-пӑчасем ыткӑнса тухаҫҫӗ: вӗсем хӗрлӗармеецсене аллисемпе сула-сула саламлаҫҫӗ, пиҫсе ҫитме ӗлкӗреймен пан улмисем ывӑтса параҫҫӗ, «урра» кӑшкӑрса, хыҫалтан чупаҫҫӗ, ҫавӑнтах вара хӑйсем те вӑрҫӑлла выляма тытӑнаҫҫӗ, атакӑна ҫӗкленнӗ утлӑ ҫар пек, эрӗмпе вӗлтрен тӗмӗсем хушшине кӗре-кӗре каяҫҫӗ. «Лаша» куҫӗсем хурлӑхлӑн мӑчлататчӗҫ, вара пысӑк янахлӑ нӗрсӗр пичӗ ӳсӗр куҫҫулӗсемпе йӗпенетчӗ, вӗсене вӑл питҫӑмартисем ҫинчен ывҫӑ тупанӗпе шӑлса антаратчӗ те, аллине чӗркуҫҫисем ҫине шӑлса типӗтетчӗ, — унӑн шалаварӗ ҫинче яланах ҫуллӑ пӑнчӑсем нумайччӗ вара. Халӗ ман ҫакӑн пек тӑвас килет: хулана таврӑнатӑп та, сан пирки — ӑсран кайнӑ ҫын, тесе евит тӑватӑп, вара сана урмӑшнисен ҫуртне хупса лартатпӑр. Ҫав вилессе ҫитнӗ чӗрӗпшӗн те пулин ӑна ҫирӗм пус панӑ. Вӑл хушнӑ тӑрӑх шӑп кӑнтӑрла суд ларӑвӗ уҫӑлчӗ. Пӗр тинӗс компасӗ ҫеҫ ҫаплах хӑй вырӑнӗнче тӑрать, йӗппипе ҫаплах ҫурҫӗрелле кӑтартать. Ку ыйтӑва сасӑлама сӗнетӗп: кам ҫав сӑтӑрҫа, кахал Атаманчукова, колхозран хӑваласа кӑларса ярас тет, аллӑрсене ҫӗклӗр! «Ӗмӗте пурнӑҫа кӗртрӗм-и, ҫук-и?» тесе ыйтрӗ те вӑл хӑйӗнчен хӑй, ответне памасӑрах ҫырусем суйлама тытӑнчӗ. Малтан вӑл йытӑсенчен питӗ хӑранӑ, анчах каярахпа майӗпенех вӗсене иленсе ҫитнӗ. Цимбала маслина совхозне — «Пионера» лартӑпӑр… Вӑл шукӑль тумсене кӑмӑллать, атте хӑйӗн арӑмӗ ҫынсем хушшинче мухтаса калаҫмалла тата тӗлӗнмелле чипер пулнине курма юратать; Авдотья Васильевна хӑйӗн кӑмӑлӗ шукӑль тумсем патне туртӑннипе упӑшкишӗн парнене кӳрет, килте тӗссӗр блуза тӑхӑнса ларма ытларах та ытларах хӑнӑхса пырать. Каютара сӑран пальтине хывнӑ хыҫҫӑн кӑкӑрӗ тӗлне орденсен лентисене икӗ рет ҫыпӑҫтарнӑ теттӗм симӗс тӗслӗ костюмпа юлса, хӗрарӑм кӗнеке тытрӗ те салона тухрӗ. Хӗрарӑм пуҫҫӑн хӑрушӑ ҫула пӗчченех тухма хӑйнӑран ӑна шӳтлекелесе саламларӗҫ. — Ҫапла! — терӗ ывӑлӗ, ун умӗнче яланхи пекех тӳррӗн те ҫирӗппӗн тӑрса. Артур пӳлӗме йывӑр шухӑшпа кӗчӗ. — Мул ҫине утланса-и? Сахал-и чаплӑ та паллӑ ҫынсем! Ӑҫта илтнӗ эсӗ тӗрмери ҫынсене ҫӑлас ӗҫре ҫавнашкал ансат мелпе усӑ курнине? Эсир манран ытларах вӗреннӗ ҫынсем. Кун хыҫҫӑн вӑл пӳлӗмне таврӑнчӗ. Иманус кӗтме пуҫларӗ. Эпир ӗнтӗ лӑп та шӑп вӗлерме тесе шыва янӑ кушаксем пекех пулса тӑтӑмӑр. Амӑшӗ ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, ача кашни ӗсӗклесе ҫухӑрмассеренех хыпӑнса ӳксе такӑна-такӑна чупассине пӑрахрӗ вӑл. Тоня сирнӗ турата аллинчен калле ячӗ: «Аван мар-ҫке капла», тесе куларах шухӑшларӗ те кӗнеке вулама тытӑнчӗ. Халӗ ӗнтӗ ассӑн сывлама Куприяновнӑна черет ҫитрӗ, вӑл вара хӑйӗн пӗтӗм вӑйлӑ кӑкӑрӗпе ассӑн сывласа ячӗ — ытла тӑрӑшнипе, унӑн хул айӗнчи пӗтӗм ҫӗвви тӑрӑх кивӗ кофти ҫар! ҫурӑлса кайрӗ. Эпӗ хамӑн треуголкӑна тӑхӑнам та, санпа пӗрле капитан Трелони патне, халӗ пулнӑ ӗҫ ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартма каям. Кун пек хӑвӑрт вӗҫсен, Ҫӗр ҫине анма та май ҫук. Анчах ӑҫта унта! Ачисем пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫитиччен пурте ҫавӑнтах, вучахран йӑсӑрланса тухса тулнӑ тӗтӗм ӑшӗнчех чупкалаҫҫӗ. Юлашкинчен, эпӗ ҫӗршывра пулса пынӑ пысӑк событисемпе ӗҫсем ҫинчен ҫырса пынӑ пулӑттӑм. Хоуик боцман тытса пыракан вельбот шывра ҫу ҫинче пынӑ пек пӗр сасӑсӑр ярӑнчӗ. Ӑҫта ярас сана? Анчах манӑн шухӑшпа, эпир хӑҫан та пулин ҫӗр варринелле нимӗнле термометрпа та виҫме ҫук вӗри тӑракан вырӑнсене пырса тухмалла, ку паллӑнах курӑнса тӑрать, нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук. Кашни хӗрех черетпеле платформа хӗрринех туха-туха тӑчӗ, кӑххӑм-кӑххӑм тесе ӳсӗркелесе илчӗ, хитре хӑюпа ҫыхса лартнӑ хута куҫӗ патне илсе пычӗ те вулама пуҫларӗ, лайӑхрах сасӑ кӑларма тӑрӑшса, тата чарӑну паллисене асӑрхаса, тӑрӑшса вуларӗ. Юлашки минут та ҫитрӗ. Унта вӑл осада чухне пулнӑ та питӗ выҫӑхнӑ, стена ҫине ҫапнӑ хутсен ҫилӗмне пӗҫерсе ҫинӗ. Эпӗ киле кайса килетӗп, — терӗ Лукашка. — Эхе! — кӑшкӑрса ячӗ Квакин. Кунта мӗн пурӗ те икӗ атаман икӗ йытӑ пек пӗр-пӗрне кӑшлани ҫеҫ, ҫавӑнпа шавлӑн пытарма аван мар пек туйӑннӑ. Ҫапла эпир кашни кунах кунта ҫӳрӗпӗр; туслашӑпӑр, эпӗ ӑна чуптӑвӑп… Хӑмӑр тӗтӗм ункӑлана-ункӑлана ҫӳлелле хӑпарать. — Ну, каҫарӑр, ку тепӗр вӑхӑта юлтӑр, — тавӑрчӗ те Базаров, кӑвакарма пуҫланӑ Павел Петровича ҫавӑрса тытрӗ. Санӑн мана пулӑшмалла. Адрес астуса юл: Калининская область, Бологоцский район, пулас ял — Плавни, э? Пӗтӗм кӗлетке ыратать ман… — Халӗ ӗнтӗ вӑл сана вунпилӗк ҫул хушши, эсӗ айӑплӑ, тейӗ. Юлашкинчен вара эсӗ ӑна, Марья Васильевна пекех, ӗненсе пӑрахӑн. Ара ку хуҫа пулас тенине пӗлтерет вӗт, ҫавна та ӑнланмастӑн-и вара эсӗ? Анчах хӑраса ӳкни унӑн майӗпен иртсе кайма пуҫларӗ, питҫӑмартисене сасартӑк юн килсе тӑвӑнчӗ, ӳтрен тар тапса тухрӗ, ҫамки тӑрӑх, кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем ҫинелле, шӑртлӑ янаххи ҫинелле шӑпӑртатса юхса анчӗ. Йытӑ нимӗн тума аптӑранӑ хӗрача ҫине тинкерсе пӑхрӗ те, хуллен хӑрлатса илсе, алӑк патнелле кайса выртрӗ — шӑпах унӑн ҫулне пӳлсе. Тӑпринчен ӗнӗк шӑрши кӗрет. — Эсир пӑртак ҫеҫ пулӑшни кирлӗ, эпӗ вара йӗнер ҫине улӑхса ларатӑп пулӗ тетӗп. Одер — пысӑк шыв-и? «пысӑккисем» ҫавӑнта астуса пӑхса тӑнипе эпир, вӗт-шакӑрсем, пушшех хӑпартланса кайса, пур вӑйӑсене те ӑраснах хӗрӳллӗн, пӗр-пӗринпе пӗтӗм чунтан ӑмӑртса выляттӑмӑр. — Вара, полковник еннелле ҫаврӑнса, сӑпайлӑн ыйтрӗ: — Кунта пулма ирӗк парсамӑрччӗ? Пире ҫавӑрса илеҫҫӗ, — терӗҫ вӗсем. Мӗн шутлатӑр эсир, пансем?» Эпӗ вӗт пурӗ те сан телейӳ пирки ҫеҫ шухӑшлатӑп. — Пире пар-ха! — терӗ Игнат. Ҫапла, эпӗ чура пулнӑ, ку тӗрӗс. Улттӑра чухне мана Африкӑран чуралӑха сутса ячӗҫ. Анчах ман ывӑл Бат ҫуралнӑ чухне эпӗ ирӗклӗ ҫынччӗ ӗнтӗ, ман юлташсем те — ирӗклӗ ҫынсен ачисем. Шпионсенчен сыхланӑр, Саша… Эпӗ халь пирӗн пысӑк гидроэлектростанцисем ҫинчен калаҫса тӑмӑп. Вӑл урӑх йӗркере, унта «Г»-па пуҫланакан ытти ачасем те лекнӗ иккен, Григорьевсем тата иккӗн, Иванпа Александр, пулнӑ. Ан хӗрхенӗр! Винокурӑн лутра кӗлетки хытӑ кулнипе каллех чӗтренме те хускалма тытӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫенӗкре темӗскер кӑштӑртатма пуҫларӗ; алӑк уҫӑлчӗ, пӳрте вара мужик, ҫӗлӗкне хывмасӑрах кӗчӗ. — Ан пакӑлтат, Егор! — терӗ ӑна тухтӑр ҫинҫе сасӑпа, пӑшӑрханса. Вӑл яр-уҫӑ алӑк патне утса пычӗ, алӑк сули ҫине тӑрса, хӑй пахчинчи ухмах курӑк пусса илнӗ помидор йӑранӗсем ҫинелле пӑхрӗ. — Кам илсе килчӗ? — ыйтрӗ Бойчо ҫырӑвне уҫса вуламасӑрах. Вӑл, васкамасӑр та килпетсӗррӗн ҫӳлелле йӑраланаканскер, пӗр вӑхӑтлӑха Ромашов куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗ. Марьинӑри ҫамрӑксем вӗсем кайнӑшӑн пӑшӑрханса юлчӗҫ; Пӗр студента пӗлетӗп, — вӑл, тӗрӗссипе каласан, пирӗн класра пулман, — вӑл вара, чӑнах та, чаплӑ ҫын. Анчах станца пуҫлӑхӗ ӑна итлемен, вӑл малаллах утнӑ. Аманнӑ чӗрчун темиҫе минут хушши шывра ним хускалмасӑр выртрӗ, урса кайса ишнӗ вӑхӑтра кая юлнӑ ҫурине кӗтрӗ пулас. — Эсир хӑвӑр карма ҫӑвар, сударыня, эсир ӗне вӗт, сире тӳррипех калас пулать. Хӑш-пӗр япаласем ҫинчен пӑшӑрханмасӑр шухӑшлаймастӑн. Тата тепӗр баррикадӑран иртетӗр те эсир, сылтӑмри алӑкпа тухса, аслӑ урам тӑрӑх тӑвалла хӑпаратӑр. — Ҫӗлен-калтасем ҫав. Ҫутӑлса ҫитмен — вӗсем йытӑлла вӗре те пуҫларӗҫ. Ҫирӗп халӑх ҫав латышсем, вут чулӗ йышшискерсем. Харӑсрах тытӑпӑр! Хӗрарӑмӑн килти пиртен ҫӗленӗ кӗпи аркине унӑн пуҫӗ ҫинелле тавӑрса хӑпартрӗ, пӗр самантлӑха чарӑнса, ача ҫуратса курман ҫак вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑмӑн килӗшӳллӗ ӳт-пӗвӗ ҫине пӑхса тӑчӗ. — Гарри Грантӑн малашнехи планӗсем мӗнле пулнине пӗлместӗр-и эсир? Ҫак ватӑ мошенник, мана илӗртсе каланӑ сӑмахсенех теприне каланине илтсен, эпӗ хама хам мӗнле пулнине шухӑшласа илсенччӗ эсир. Вӑл хӑйне хӑй питӗ лайӑх тыткаларӗ. Ашшӗне аса илсен, Дымов ҫиме пӑрахрӗ те куҫ харшине пӗрӗнтерсе лартрӗ. Стройран мана пӗр вилӗм ҫеҫ кӑларса ывӑтма пултарать. — Эп причасти туса ирттернӗ чух такам ман япаласене пӗтӗмпех вӑрласа кайнӑ. Пӳлӗм ҫине пӑхсан, ӑна тин ҫеҫ вӗри шывпа сапса ислетнӗ пек туйӑннӑ. Ашшӗ ӑна ирех уҫӑлса ҫӳренӗшӗн мухтаса илнӗ. — Ҫапла, — терӗ вӑл, — хӗр пӗрре те шӳтлемест, вилӗм шӑрши кӗрет кунта. Пурте Лозневой каласа кӑтартнӑ пекех: сайрарах вӑрман, чӑрӑш, чӑрӑш айӗнче — вӑл… Унӑн сӗтел ҫине хунӑ сылтӑм аллин пӳрнисем, кӑшт выляса илсе, майӗпен «мулкача» чӑмӑрланчӗҫ. Куна ҫӳллӗ, ҫинҫешке, хура та сайра мӑйӑхлӑ офицер каларӗ. Пит ӑслӑ турӑн! Вӑл ҫав ҫырамсене кайса тӗпчесе пӑхасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл малтан ларса калсассӑн лайӑхрах пулӗ тесе шутланӑ. Пурте кулса ячӗҫ, тухтӑра вӑл пит майлӑ тӗртсе илчӗ. Эпӗ ҫак шухӑшсемпе часах килӗшрӗм, мӗншӗн тесен, ҫӗр айӗнчи шӑтӑк, е нӳр, е кукӑркаланса пырса пӗрмаях хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑнса ҫӗр айнелле тарӑналла илсе пырать. Хӑвӑртрах ҫунтарас, — татах тепӗр хут каларӗ Бояркин. — Кӑна ӗмӗтленме ҫук… сирӗн тусӑр, кӑна ӗмӗтленмест авӑ, анчах унӑн вӑл япала пур. — Мур пӗлет-и ӑна. Пирӗн перчеткесем ҫук! — терӗм. Юлашкинчен вилнӗ юлташӗсене кам юлашки хут курса калаҫнине пӗлсе илсен, ҫав телейлӗ ачасем мӑнкӑмӑлланса кайрӗҫ, ыттисем пурте вӗсене кӗвӗҫсе пӑхса тӑчӗҫ. — Йӗрӗнмелле кунӗ эсӗ! йӗрӗнмелле кунӗ! — терӗ Дубков Дмитрие. Инҫетре Иерусалим стенисемпе ҫурчӗсем шуралаҫҫӗ. Ҫапла ҫуралаканӗ Джонни пулнӑ. Вӑл пирвайхи хут сывлӑшне ҫавӑрсанах ҫип тусанӗ вӗҫнипе ҫӑралнӑ ӑшӑ сывлӑша ҫӑтнӑ. Анчах анчӑкӑн та ӑнӑҫу пулмарӗ: ҫӑмне кассан, ман алран ҫӑлӑнсан, эпӗ ӑна ытлашши ҫӑмран тасатнӑшӑн вӑл кӑмӑллӑ стек пулчӗ, хӗпӗртенипе, мана пуклак вӗҫлӗ хӳрипе сулса саламларӗ, унтан вара — ҫил пек шыв хӗррине вӗҫтерчӗ, шывра хӑй кӗлеткине курчӗ те намӑсланнипе йынӑшса ячӗ. Шухӑшласа пӑх-ха, Сивӗ Амӑшӗ паян килсен, мӗн пулма пултарать-ха? Аслӑ ҫул ҫине тухсан, эпир хамӑра такам балкон ҫинчен шур тутӑрпа сӗлтнине куртӑмӑр. — Эс ӗненӗн мана, мӗншӗн тесен сана эпӗ пӗтӗмпех каласа парӑп. Вӑл мана ҫав тальма ҫинчен тепӗр хут астутарсан, эпӗ ӑна ҫапла канаш патӑм: — Патӑн пулсан, ан мухтан ӗнтӗ, — терӗм. Ҫынсем нимӗҫсенчен ҫӗре пытарса хӑварнӑ тата кӗл айӗнчен чавса кӑларнӑ ҫимӗҫӗн юлашкине те ҫисе яма тытӑннӑ. Мӗскӗн Том аллисене сулса ҫӗре персе анчӗ. Вӑлах мар-ши ку? Тата килкартинче ӗҫлекенсене те пурне те ҫапла пӗлтер. Эпӗ Марья Ивановна ҫине пӑхса илтӗм. Тул ҫутӑлас умӗн чӑнах та тепӗр хула курӑнчӗ, эпӗ каллех кайса пӗлесшӗнччӗ, анчах ку тӗлте ҫыран питӗ чӑнкӑ пирки каймарӑм. — Ах, Гурочка! — тетчӗ вӑл ассӑн сывласа, — артист эсир! Эпӗ Иконинпа пӗрле сӗтел патне пырса тӑтӑм, ку сӗтел хушшинче виҫӗ профессор ларать; анчах вӗсенчен пӗри те эпир пуҫ тайнине хирӗҫ ответлемерӗ. Юнашар тӑракан хӗрарӑмсем Ефим Чернявкин ҫине йӗрӗнсе пӑхрӗҫ. Иккӗмӗш хутӗнче сунарҫӑ пит хытӑ кӑшкӑрса янӑ, ун сасси пӗр ҫур мильӑна та илтӗнсе кайнӑ пӳлӗ, тен, ҫапах та Фелим пит канлӗн ҫывӑрнӑ. Анчах кунта килнӗ чух укҫине пӗтӗмпех пӗтернисем ытларах пулчӗҫ, вӗсем таврӑнаймарӗҫ: кунсерен ҫывхаран вилӗме курса, шалтах аптӑраса ӳкрӗҫ. Унсӑрӑн ҫавӑн пек пӗр чӑлах килсе тухӗ те ак хӑвалӗ те кӑларӗ килтен. Пулмӗ тетӗн-и? Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ:— Хӑйсене манахсем вырӑнне хураҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсем… — теҫҫӗ хула ҫыннисем. — Тархасшӑн! — Кам таврашӗ? Эсир шухӑшлӑр-ха — Христосшӑн ҫынсем вилмен пулсан, вӑл хӑй те пулман пулӗччӗ! Каролинкӑна»… Хӑйне хӑй ҫеҫ намӑс кӑтартать. — Эсӗ ман ҫине ҫилленместӗн пулӗ те, Миша? — терӗ вӑл, пӗр минут хушши чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн. Ун ҫинчен пӗр хыпар илтменни акӑ икӗ уйах ҫитет. Ҫирӗм? Эп сана туса паратӑп, чӑн сӑмах! Итле-ха, Печорин, епле ӑнланатӑн эсӗ!.. Купере икӗ капӑр сӑран чемодан, диван ҫинче тирпейсӗр хывса пӑрахнӑ пурҫӑн манто, чӳрече патӗнчи сӗтел ҫинче пӗр флакон духи тата малахитран тунӑ пӗчӗкҫӗ пудреница. Ун чухне вунҫичӗ ҫул тултарнӑ Феничка ҫинчен никам та калаҫман, ӑна сайра-хутра кӑна курнӑ: вӑл шӑппӑн, йӗркеллӗн пурӑннӑ, вырсарникун кӑна Николай Петрович приход чиркӗвӗнче ӑҫта та пулин аякран унӑн ҫӳхешке шурӑ сӑнне асӑрхакаланӑ. Акӑ халӗ… Вӑл хӑйӗн отрядне наступленипе илсе кайма хатӗрленсе, аллине ҫӗклерӗ тата сассине хӑпартрӗ. Вӗсем ҫав тери хыттӑн шӑхӑрса аннине пула ним илтми пулса, вӑл хӑвӑрт окоп кӗтессине лӑпчӑна-лӑпчӑна ларкаларӗ, унтан каллех пуҫне кӑлара-кӑлара пӑхса тӗлӗнчӗ: «Эх, тӗтӗмӗ мӗн чухлӗ! Пӗри, чи варринче ларса пыраканни, аллине темӗнле кантрапа ҫыхнӑ, кӗпи хуп-хурах ун, хӑй ҫине вӑл шинель уртса янӑ, ырханланса шурса кайнӑ пулин те, маттуррӑн ларса пырать вӑл, офицере курсан вӑл ҫӗлӗкне илме тӑнӑччӗ, анчах кайран, хӑй аманнӑ иккенне аса илсе-и тен, пуҫне хыҫас килнӗрен ҫеҫ ҫӗлӗкне илнӗ пек турӗ. Вӑл пӑрахать те каять, вӗсем вара мӗн вӑрҫас килнӗ таран вӑрҫчӑрах ӑна. Тӗлӗнсе кайса ҫӗклерӗм эпӗ пуҫа. Унтан тата, хакне те эпӗ хаклах ыйтмастӑп, вӗсене усӑллӑ! Тарма нимӗнле май та ҫук. Тен, ҫакӑ вӑл ҫаплах пулнӑ пулӗ, анчах Макар хӑй хуйхине пытарма пӗлнӗ, эпӗ вара пӗлместӗп, пултараймастӑп. Сан пурнӑҫу аван ҫав, Одарка, тем те пӗр илсе паракан ҫын пур санӑн; мана ун пек лайӑх пушмак илсе паракан ҫук ҫав». Шутлӑр манӑн ват вӗри чирпе чирленӗ тесе; эпӗ сывалма та, вилме те пултаратӑп; вӑл та, ку та йӗркеллех; ман ҫине хӑвӑра паллӑ мар чирпе аптӑракан пациент ҫине пӑхнӑ пек пӑхма тӑрӑшӑр, — вара сирӗн мӗн пулассине ҫав тери пӗлес килекен пулӗ, эсир халь манпа физиологи енӗпе темиҫе паха сӑнав тума пултартӑр… Самантлӑха чарӑнса тӑчӗ те йӑл кулса хушса хучӗ: — Яшка, пӑтӑ, Марье пӗҫернисене тата ытти апат-ҫимӗҫ… Козаксем пӑрӑнма ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ, ҫӗр купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫийӗнчен картечпа пӗрсе те ячӗҫ. Ҫаврака та хӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑскер. Ҫутӑ-сарӑ ҫӳҫӗсене лайӑх якатса, вӗсене ҫуннӑ пекех хӗрелсе тӑракан хӑлхисем хыҫнелле янӑ. Катрашкаллӑ шатрапа витӗнтерсе, парӑнӑҫлӑ, телейлӗ хаваслӑх сиввӗн чупса кайрӗ сасартӑк ун аллисемпе урисен тулаш пайӗсем тӑрӑх. — Сана мӗн ӗҫ? Ҫынсем кулма чарӑнсан, вӑл кӗнекине ҫӗклесе ҫавӑнтах вулама пуҫланӑ, пит-куҫне каллех мӗнле кирлӗ пек тытнӑ. — Анне эпӗ сирӗн сӑмаха итлессе шанать… Вӗлеретпӗр! Ман чуна, шухӑшсене, ӑстӑна туртса илеймест? Револьвер туртса кӑларса, хӑйне хӑй хӳтӗлеме тӑрас вырӑнне, Морис-мустангер хӗршӗн хӑраса, ун ытамӗнчен хӑтӑлса тухма ҫеҫ хӑтланнӑ, анчах хӗр тата хытӑрах ун ҫумнелле лӑпчӑннӑ. — Ҫук, эсӗ мана нимӗнле ҫыру та паман. — Калӑр-ха, тархасшӑн, — хапха ҫумӗнчи сак ҫинче ларакан пӗр пӗчӗк старикрен ыйтрӗ Иван Иваныч, — ӑҫта кунта Настасья Петровна Тоскунова ҫурчӗ? Галилей ҫапла хӑй пит ӑнӑҫлӑ ӗҫленине кура, текех сӑмах чӗнмесӗр чӑтса тӑрайман. Полици йӗкехӳрисенчен сире паян ирхине пӗри те асӑрхамарӗ-и? — Санӑн шухӑшусем, Лексей, эс ман Максимыч, манӑн савнӑ пӑшатанӑм, — тӗрӗс шухӑшсем, анчах сана никам та ӗненмест, мӗншӗн тесен тухӑҫлӑ мар вӑл… Тулта ҫумӑр чашлаттарса ҫӑвать, ҫуллахи шанса кайнӑ тӗссене ҫуса тӑкать. Алексей кӑшкӑрни, нумай пулмасть картишӗнче аякри кӗтессе сӑнчӑрласа лартнӑ упа сури мӗкӗрни, хӗрарӑмсем шакӑлтаттарса сӳс тыллани илтӗнет. Чӑнах та, ас тӑватӑп, нумаях та пулмасть, такам мана вӑл Российӑна таврӑнни ҫинчен каласа панӑччӗ, анчах корпус тӑрӑх приказсенче нимӗнле сас-хура та пулман. Ҫапах та, ҫав ҫынсем кунта килсе кӗни тата ун хуҫи ҫукки Стумпа тата пушшех хурланмалла шухӑша янӑ. Гетман старшини аптека крыльци ҫине улӑхса тӑчӗ те майор Корф комендантӑн приказне кӑшкӑрса вуласа пачӗ. Приказра ҫапла ҫырнӑ: 1. Анчах португалсем чи пысӑк тӳлевпе те килӗшмен. Кунта чикӗ. Тӗрлӗ кирлӗ мар япала йӑтса тултарӑр та, кайран вара уншӑн ответ тыт… Кӑмӑла пӑсни ҫеҫ!» Вӑл халӗ ытла та пӗчӗккӗ-ха. Ӑна никамсӑр, хӑй тӗллӗн ҫеҫ хӑварма юрамасть. — Курмасӑр! Мана ку ним те мар. Вӑл тӗлтен пӗтӗм фабрика, хӑйӗн ҫурчӗ, килхушши, поселок, чиркӳ, масар питӗ лайӑх курӑннӑ. Мӗншӗн эсир уйрӑм палата йышӑнма килӗшмерӗр? Мӗн? — терӗ Троекуров, — хӑратасшӑн-и! Анчах хӗр туйрӗ: хӑй пӗрле пулни суккӑрӑн йывӑр шухӑшӗсене сирсех пырать. Ҫакна шӳт туса мар, пит те хумханса каланӑ. Ҫитменнине вӑл хӗрарӑм тата ача та ҫуратӗ-ха. Хӑрушӑ хир! Ҫак хирте ӗнтӗ кунӗпех тӗлӗнмелле вӑй-хӑватлӑ тимӗр те хурҫӑ сасси кӗрлесе тӑнӑ, виле ҫине виле купаланнӑ. Катьӑпа мана вӑл темле тӗлӗкри пек кӑна куратчӗ пулӗ, чӑннипе вара Кирӑна кӑна, хӑш чухне тата Кира амӑшне куркалатчӗ пулӗ, ӑна та парнесем илкелесе килетчӗ, — пӗррехинче ун валли 1917-мӗш ҫулхинех пичетленсе тухнӑ «Чтец-декламатор» илсе килнӗччӗ. — Тем пекех тав сире, Андрей Петрович, анчах манӑн укҫа-тенкӗ ҫитмест пулӗ, тетӗп,— Мӗнле-ха апла ҫитмест? Юлашки вӑя пухса эпӗ малалла чупрӑм, часах шыв тавра ӳсекен вӑрман хӗрне ҫитсе чарӑнтӑм. Ыйхӑ тарӑнӑшне кура ӑс-тӑн вут-ҫулӑма, сывлӑша, шыва, тӑпрана куҫса пайӑрланать. Ӑна хисеплӗн: «Паян эрнекун ваше с… с… с… ство» — тесе пӗлтереҫҫӗ. Пурте пӗлекен «Виҫ хут виҫ те пӗрре кас» каларӑшпе те кӗҫех шӑп та шай ҫавнашкалах пулса иртрӗ. Вӗсем таса мар, тейӗр; ну, ку чӑнах та. Кун пек пуласса капитан кӗтмен-мӗн. Эпӗ пемерӗм, паян кун та пеменшӗн кулянатӑп… Ҫылӑх каҫарттарни ҫинчен каласа пӗтерсен, вӑл каллех Славяносербск патӗнчи темле Максим Николаевич ҫинчен сӑмах пуҫларӗ: — Ҫапла, ачине илсе кайрӗ вӑл… Илсе кайрӗ, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Полтавӑра, сотник патӗнче хӑма сапур сӑрланӑ вӑхӑтра илткеленӗ вӑл ун пек сӑмахсене. Пирӗн хӗвеллӗ хулан ҫурчӗсем пӗр вырӑнта тӑмаҫҫӗ: вӗсем пӑхса курӑнман ҫулпа ӗмӗр-ӗмӗрӗпех Хӗвел тавра ҫаврӑнаҫҫӗ. — Ман пата? Эсӗ ҫеҫ мар, кунта ларакансем пурте ҫапла. Решетке хыҫӗнчи стенара алӑк уҫӑлчӗ, алӑкран хулпуҫҫи ҫине йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫ хунӑ салтак тухса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн Павел, Андрей, Федя Мазин, икӗ Гусев, Самойлов, Букин, Сомов тата амӑшӗ ячӗсене пӗлмен пӗр пилӗк ҫамрӑк ҫын тухрӗҫ. Кӗрлекен, ӳлекен, чӗтресе тӑракан тӗттӗмлӗхре нимӗн те уйӑрса илме май пулмарӗ, — пӗлӗтри хӗвел тӗксӗм, лапӑрчӑк-хӗрлӗ икерчӗ пек кӑна курӑнса тӑчӗ. Ҫывӑрса тӑранайманран ирхине хайхи, йывӑр пуҫпа, политикӑлла пӗр-пӗр йӑнӑш туса хуратӑн. — Халӑх, аслати авӑтсан, Илья пророк хӑйӗн урапи ҫине ларса пӗлӗт тӑрӑх ҫӳрет, тесе шутлать. Ҫак урапана курсан, эпир хаваслӑн кӑшкӑрашма пуҫларӑмӑр, мӗншӗн тесен вӑрманти курӑк ҫинче, никам та нихҫан та чей ӗҫмен вырӑнта чей ӗҫесси — пысӑк савӑнӑҫ. Тепӗр галс ҫине куҫмалла чухне вара ватӑ негрпа ун юлташӗсем экипажа пулӑшрӗҫ. Карап пек пысӑк Геркулес кирек хӑш каната туртма пуҫласан, ытти матроссен ӗҫ пӗтет вара — ним тумасӑрах алла усса тӑма пултараҫҫӗ. — Кунта кирлӗ марри мӗн пултӑр? Пӗрремӗш бригадӑра икӗ плуг ытларах, вӗсем те пиртен вӑйлӑрах, апла. Анчах ямшӑк таврӑнман. Хӗр сиксе тӑрса, хакале патнелле ыткӑнсан тин вӑл ун ҫинчен астуса илнӗ. — Кунта, Франкфуртра. Нивушлӗ ҫийӗнчех тавҫӑрса илеймен вара эсир, телейсӗр кӑшкӑравҫӑсем, аслине — пӗтӗм укҫине, вӑталӑххине — выльӑх-чӗрлӗхӗпе мӗнпур чурине, кӗҫӗннине кил-ҫуртпа ҫӗрне хӑварнӑ-ҫке вӑл. Кулака эпир нушалӑха пула тӳссе пурӑннӑ: вӑл колхозсенчен ытларах тырӑ парса тӑратчӗ. Сестра Мересьева пӗрмаях хӑвӑрт сыватасси ҫинчен ытлашшипех хумханса каланине кура, Дегтяренко ӑнланчӗ: сурансем ытла та хӑрушӑ пулас, ӗҫсем аванах мар апла унӑн юлташӗн. Ҫулӑм хӑй валли ҫӗнӗ апат тупрӗ, ӑна хыпса ҫӑтрӗ. Курӑкӑн ҫывӑхри тунисене тивсе, вут тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ҫӳлелле хӑпарма пуҫларӗ. — Йӗкӗтсем, кама пытараҫҫӗ? — ыйтрӗ майор. Николай Антоныч ерҫеймест иккен, ҫавӑнпа та пирӗн ӑна вӑрахчен кӗтмелле пулчӗ. Вӑл — хӑйне пур енчен те сӑрса илнӗ вунултӑ ҫулхи ачасемпе, темскер кала-кала параканскерсемпе, калаҫать. Ыттисем ҫинчен хам та сахал пӗлетӗп. — «Пултараканни». — Вунсакӑр кӗренкеллӗ етрепе перекен вӑтӑр икӗ тупӑ. Мартын Лодыжкин мучи хӑйӗн шарманкине чунлӑ япалапа, ҫывӑх, тӑван япалана юратнӑ пекех юратать. Весовщиков сарлака ывҫипе шатраллӑ, пысӑк шӑмӑллӑ питне шӑлса илчӗ тӗ сывлӑх сунмасӑрах хулӑн саспа ыйтрӗ: — Павел килте-и? — Вот, пире ҫакӑ кирлӗ те, — тенӗ ватӑ аслашшӗ. — «Пилигрим» ҫинчи кок, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. — Вӑл таҫта ҫухалчӗ. Юлашкинчен хуҫа хӑй ҫитрӗ; ку вара малтанах ӑнланнӑ пек пулчӗ те: «Кунцово ҫывӑхӗнче эппин?» тесе ҫеҫ шухӑшлӑн мӑкӑртатрӗ, унтан сасартӑк, алӑка уҫса: «Фатер сирӗн ҫинчех юлать штолӗ?» тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫапла пӗр-пӗринпе чӑркӑшланса анса кайрӗҫ вӗсем; эпӗ ку ӗҫе негрсем ҫине йӑвантарма ӑс ҫитернӗшӗн питӗ савӑнтӑм, ҫитменнине, ҫакна пит меллӗ, лешсене ним чухлӗ те сиен кӳмесӗр тума пултартӑм-ҫке. Унӑн пӗр тапхӑрта Альфред Темпль мӗн хӑтланни ҫинчен каласа кӑтартас шухӑшӗ пулнӑ пулсан та, Том хытӑ тӗртсе илнӗ хыҫҫӑн ҫав шухӑш йӑлтах пӗтсе ларчӗ. Ку колхоз хуҫалӑхӗпе нуша кӑна — тур ан хуштӑрах. — Мӗнех вара? Анчах кинӗ хунямӑшне пит ҫивӗч пырса тивекен сӑмахсем каласа, хӑратса пӗтерсе, пукан ҫине кайса ӳкет те:— Тухса каятӑп! Унтанпа вара миҫе хут ӗнтӗ ӑраскал аллинчи пуртӑ вырӑнне пулнӑ! — Тен, эпир Кейро хулине курмасӑр иртсе кайнӑ, пӗр каҫ питӗ тӗтреллӗ пулчӗ, — терӗм эпӗ. Владимир, ывӑннӑ пек пулса, пуҫне чалӑштарнӑ, вӑл питӗ сахал калаҫать. («Эпӗ итлеместӗп-и вара?» — тесе хучӗ хӗрӗ ҫавӑнтах. Каҫхи сулхӑн шӑрши ҫапнӑ, уҫӑлса ҫӳренипе хавхаланнӑ савӑк Лятьевский алкумӗнчен шыв тултарнӑ витре илсе кӗчӗ те, асӑрханса, чечеке унта лартрӗ. Ривэра пурин ҫине те шанмасӑртарах сиввӗн пӑхса илнӗ те пальтоне хывма тытӑннӑ. Ҫав ҫын вилесле ӗҫсе ҫитес самантрах нихҫан пулман япала, чи кирли, чи савӑнӑҫли пулса тӑрасса каҫса кайсах кӗтрӗ, — е ӑҫта та пулин вӗҫӗмсӗр кичемлӗх ӑшне ӳкетӗн, е ҫавнашкалах вӗҫӗмсӗр савӑнӑҫ ӑшне, яланлӑхах ҫӗкленетӗн. Ӗҫкеленӗ Ситанов пӗрре пӗринчен, тепре тепӗринчен:— Ҫавӑн пек хӗрарӑма юратма пулать-и вара, э? — тесе ыйтать. Лӑп ҫав вӑхӑтра Том хӑйне такам хӑлхаран хыттӑн ярса тытса хуллен сак ҫинчен тӑратнине туйса илчӗ. Кун каҫиччен тата ҫӗрӗпех ҫулҫӳревҫӗсем ҫав хӑвӑртлӑхпах малалла кайрӗҫ. Унӑн Паульсон кӗнеки пулнӑ — кӗнеки те хӑйӗн ҫавӑ кӑна мӗн. — Эпир аташса ҫӳрени те ҫавӑн пирки пулса тӑнӑ иккен. Ик-виҫ хут вӑл, ҫурри таран улӑхсан, каялла шӑва-шӑва анчӗ, юлашкинчен чутах ӳксе пуҫне ҫурмарӗ. Кун хыҫҫӑн капла аппаланма пӑрахмалла пуль терӗ, анчах кӑшт канчӗ те каллех хӑтланма тытӑнчӗ, пурпӗр хӑпарчӗ-хӑпарчех вара. — Анчах кирек епле тӳсӗмлӗхӗн те чикки пур вӗт! Миҫе ҫула ҫитнӗ пулӗччӗ-ши вӑл халӗ? Вӑл пусас ҫук, — ӗнентерсе калаҫрӗ Нагульнов Щукарь килхушшине пырса кӗнӗ май. Эс пӗчӗккӗччӗ-ҫке хам ас тӑвасса… — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Марко. Кашнийӗшӗн — харпӑр хӑйне чун… кам та кам хӑйӗн чунне юратмасть, ҫавсене анчах пӗр калӑппа чутлама пулать… Джон вӑйлӑ ҫумӑр часах чарӑнасса ӗмӗтленчӗ. Анчах ҫамрӑк капитан йӑнӑшрӗ. Кам пӗлет, тен темӗнле вӑйпа ҫӑлӑннӑ «Дункан», пӗр уйӑх каялла Корриентес сӑмсахӗнче ҫӳренӗ пек, ҫырантан инҫе те мар ҫӳрет пулӗ? Ганс пысӑк чул ҫумӗнче, сивӗнсе хытнӑ лава ҫинче, хӑйне валли майласа тунӑ вырӑн ҫинче лӑпкӑн ҫывӑрать. Пичче кашкӑр тытмалли шӑтӑк тӗпне лекнӗ тискер кайӑк пекех, каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳрет. — Туршӑн та, ҫыран хӗрне ҫитсе, шыв ӑсас тесе тин пӗшкӗннӗччӗ, сасартӑк шывран Вася сасси мана: — Павлуш, Павлуш, кил кунта! — тенине илтсе кайрӑм. Пуринчен малтан унӑн кровать ҫинчен анмалла, ку та ҫӑмӑл ӗҫех мар. — Ӗнерхи куна тупрӑн-и мӗн? Пӗр вӑхӑт шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн Рыбин:— Ну, пирӗн ӗҫлес пулать… — терӗ. — Мӗн пӑхатӑр? Ҫапла ӗнтӗ, чи малтанах пысӑк йывӑҫа шыраса тупас пулать. Хатӗр-хӗтӗрсем вӗсен ҫителӗклӗ, вӗсем вара пӑшал кӗпҫисем кӗмелӗх шӑтӑксем хӑварса ҫирӗп баррикада турӗҫ. Жавенерен тиесе янӑ чикмек ҫитмелли ҫӗре ҫитеймерӗ. Малтанласа ӑна хӑй калани питех килӗшместчӗ: аллисем те хӑйӗн шалти ӑнланӑвне пӑхӑнмаҫҫӗ, инструмент сасси те ҫав самантра хӑйӗн чӗрине ҫавӑрса илнӗ кӑмӑл-туйӑмпа пӗр пек килӗшсе янӑрамасть. — Сӑнаса тӑрӑп, — кӗскен тавӑрчӗ улӑп, пысӑк аллине чӑмӑртаса. «Вӗсене халь жидсем тытса тӑраҫҫӗ. Юрать, ырлӑха пулас, ют ҫын пуссипе юнашарах пулнӑ хӑй; анчах та мӗн ҫылӑха пытармалли пур унта, вилли вара пирӗн ҫӗр ҫинчех пулнӑ. Армана тӗтӗм хупӑрласа илчӗ; пенине пула лампӑ сӳнчӗ, шалта сӗм-тӗттӗм пулса тӑчӗ. Кӗпе вӗҫҫӗнех вӑл. Унӑн питне те, ҫӳҫӗ ҫумне те сӑмала ҫыпҫӑнса пӗтнӗ. Ҫак чун ӑшне нихҫан та кӗрсе пӑхма, вӑл мӗншӗн хуйхӑрнине, мӗншӗн савӑннине, ун ӑшӗнче мӗн вӗренине, ӑна мӗн кирлине, вӑл ӑҫта кайнине ӑнланса илме ҫуккине пӗлетӑркачах… Хӗр хуларан ҫичӗ ҫухрӑмра ларакан ялтан. Унӑн пиччӗшӗ Грицко хӗрлӗ партизан, советсен вӑхӑтӗнче вӑл чухӑнсен комитетӗнче асли пулса ӗҫленӗ. Никамӑн та вилес килмен. Вӗт-вӗт ҫумӑр пӗрӗхме тытӑнчӗ. — Сирӗн маларах каламаллаччӗ, Михей Иваныч, — хӑвӑрттӑн тата тарӑхса ответлет Николай, темле ҫыхха пур вӑйӗпе урапа тӗпне пӑрахнӑ май. Эпӗ пӑшал, тем тесен те, пӗлекен тата сума суса тыткалама пултаракан ҫын аллине лекнине курса, пӑртак лӑпантӑм. Хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне миҫе гектар, сеялка пуҫне миҫе гектар хумаллине палӑртмалла. — Сеялкӑсем те вӗсем — тӗрлӗрен пулаҫҫӗ! Анчах тӗлӗрсе ирттернӗ хыҫҫӑн урӑххи те, пачах урӑххи те пулкалатчӗ. Кашни вунӑ футранах туса лартнӑ тӗреклӗ те ҫӳлӗ башнисем хула патне пыракан ҫулсене хӳтӗлесе тӑраҫҫӗ. Районти ГПУ пӗлтернӗ пулӗ, урӑх кам пултӑр. Ҫук-и? Мӑкӑртаткаласа, вӑл хӑйӗн комбинезонне силлесе тасатрӗ; ӗнсине хыҫса илчӗ те осколкӑсем чӗрпӗклесе хуҫса пӗтернӗ хурӑн ҫине пӑхса, пуҫне пӑркаларӗ; хурӑн вулли тӑрӑх ҫутӑ сӗткен шывӗ шӑпӑртатса юхнӑ та — мӑкланнӑ хуппи тӑрӑх ҫӗр ҫинелле тумлать, вӑл, куҫҫулӗ пекех, ҫутӑ та витӗр курӑнать. Унтан укҫа ҫинчен калаҫрӑмӑр. Тепринче ӑна амӑшӗ пит сайра-хутра пӗҫерекен апат ҫитерӗп-ха тенӗ, «сивви» тенӗ вӑл ӑна, ҫав апат тӳсе тунӑ апатран та тутлӑрах пулмалла пулнӑ. — Леночка, сан ҫывӑрас килет пулас? — ыйтрӗ унран амӑшӗ. Вӑл ӑҫтан тупӑннӑ тата? «Пӑлхавҫӑсен утӑмӗ» хӗрарӑмсемпе ачасене хӑйсен хапхисем патне тухма илӗртрӗҫ. — Мур тӗплесе кайтӑр. — Вӗренме? — Ах, Андрюша! — терӗ амӑшӗ. — Кампа эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӗсене йышӑнакан комисси киличчен утӑ ҫулма хатӗрленӗ лобогрейкӑсемпе лашапа ӗҫлемелли кӗреплесене унӑн хӑйӗн питӗ тӗплӗн пӑхса тухасси килчӗ; ҫитменнине тата юсас ӗҫре вӑл хӑй те вӑй хунӑччӗ. — Je vous demande bien pardon, mon cher, — терӗ вӑл юри куланҫи туса, унтан кӑштах сассине йӑвашлатса. Мӑнаккӑшӗ чӗркуҫленсе ларсах унтан каҫару ыйтма хатӗр пулнине Том пӗлсе тӑнӑ, ҫавна сиссе тӑни Тома салхуллӑн хӗпӗртеттернӗ. — Анчах эпӗ хама ытла сӗкӗнет тесрен хӑрарӑм. Ҫук. — Ҫук, пӗлмест. Икӗ енчен те вилӗм кӗтет-ҫке хама, урӑх нимӗн тума та май ҫук… — Халь ӗнте ятлакан та ҫук. Ҫавӑн пек ҫынна! Ҫынни мӗнлеччӗ… Эсир леш историре ун пурнӑҫне ҫӑлса хӑвармарӑр-им вара? Мӗн эсир, пурте йывӑҫран тунӑ пек? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ майор, ҫаплах чӳрече патне ҫӗкленсе пӑхма пикенсе. «Пит лайӑх», — шутлатӑп хам ӑшра. Пӗр утӑм пусма та ӗлкӗреймерӗ — йытӑ ун ҫине сиксе ларчӗ, шӑлӗпе пыртан ярса илме карӑнчӗ. Акӑлчансен вара кӑсӑруксӑр картузӗсем ҫине Н. М. саспаллисем ҫаптарнӑ (унӑн величество карапӗ), вӗсем хӑйсене уясарах тытаҫҫӗ, ҫапах вӗсен те пирӗн моряксенчен йӑлтах уйрӑмлӑхӗ вӑл — хӑйсене хӑйсем сыхланарах тытас ҫукки, ку тӗлӗнтерет вара мана. Николай яланах йывӑр, тӳрккес ҫынччӗ, пур япала ҫине те салхуллӑн та тарӑхса, шанмасӑр пӑхатчӗ, халӗ вара ун куҫӗ ҫӗнӗрен уҫӑлнӑ, ӗнентерсе, хумхантарса, тикӗс те ӑшӑ ҫутӑпа ҫутӑлса тӑрать… — Мӗн? — тепӗр хут каларӗ Базаров. Каллех пӗр евӗррӗн нӑйкӑшса ячӗ купӑс, чӗтӗревлӗн кӗмсӗртетрӗ те тӑнкӑртатрӗ хӑнкӑрмаллӑ параппан. Анчах ачасем ҫывӑхӗнче тӑхӑнма юрамасть ӑна, мӗншӗн тесен вӑл хӑй таврашӗнче юрату туйӑмне хускатать. Аллине сылтӑм кӗсйине чиксе, Нестеренко панӑ парнене — пистолета — туртса кӑларчӗ, ӑна Устин чӗркуҫҫи ҫине хучӗ. Паника тени, Алёша, ҫар ӗҫӗнче ҫав тери вӑйлӑ япала! Мустанга янах шӑмминчен лассопа ҫӑварлӑхласа илсе, ӑна вара пуҫӗ ҫинелле йӗвен майлӑ кӑкарса, туртса лартсан, Морис Джеральд лаша ҫурӑмӗ ҫине сиксе хӑпарса ларчӗ. Ҫур минута яхӑн хура ӳтсен купи, урасемпе йывӑррӑн тапӑртатса, пӗр ҫӗрте айкашнӑ, тата ӑшӑрханнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑнӑ: — Хирсе антар ӑна ҫӗре! Купецне те, дворянне те, мещенне те — пурне те пӗр калӑппа шайлаҫҫӗ… Хуҫи тискеррӗн кӑшкӑрса илнӗ: аялта, курӑк ҫинче, ҫын пуҫӗ выртнӑ. Анчах капитан мана ӑшаланӑ чӑх чӗппипе чи лайӑх эрех пама, унтан таса каютӑсенчен пӗринче вырӑн сарса пама хушрӗ. Акӑлчансем — вӗсемпе урамра тӗл пулса паллашсан та — тӗнчере, вӗсемсӗр пуҫне, тата урӑх ҫынсем те пурӑннине курса тӗлӗннӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Парӑссемпе ҫӑлтӑрсем ҫине те ҫурҫӗрте тахҫантанпах курнӑҫман кивӗ пӗлӗшсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑр. Юлашкинчен, ҫак уҫӑлса ҫӳремелли асаплӑ кану пӗтрӗ. — Эсир турра кӗлтума килнӗ-и, аттем? Унсӑр пуҫне, «Пилигримӑн» та Сан-Францискӑна таврӑнма вӑхӑт. Ӑна тӳрлетӗпӗр. «Куратӑр ӗнтӗ, пансем, вӑрҫӑ пуҫлама юрамасть. Рыцарь чысӗ ӑна тума хушмасть. Чӑннипе каласан, старик-плантатор хальтерех ҫеҫ хӑй тӑванӗн ывӑлӗ ҫине ҫавӑн пек пӑхма пуҫланӑ. Мюльредине суранланман айӑккине вырттарчӗҫ, айне те, пуҫ айне те минтер хурса пачӗҫ, Элен ӑна шыв ӗҫтерчӗ. Тӑлӑх арӑмӑн тарҫисем унӑн питне ҫӑва-ҫӑва янӑ, тумтирне тасатнӑ, унӑн пуҫне турапа та щеткӑпа туранӑ, кашни каҫах ӑна йӗрӗнмелле таса тӳшек ҫиттисем ҫине ҫывӑрма вырттарнӑ. Чи лайӑх тус вырӑнне хурса чӗре патне пӑчӑртаса тытмашкӑн ҫав ҫиттисем ҫинче пӗр лапӑрчӑк та пулман. Ҫирӗм пилӗк ҫул ытла! Паллах ӗнтӗ, ку ыйтӑва хирӗҫ никам та мар, пӗр Паганель анчах тавӑрса пама пултарӗ. Манӑн кучер мана хирӗҫ нимӗн те шарламарӗ. Мӗн пулса иртрӗ-ха ҫак тӑвӑл пуҫланнӑранпа? Унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчен хӗвел тухса сарӑлчӗ, вилтӑпри ҫинчи сывлӑм шывӗпе йӗпеннӗ ҫерем ҫине сарлака, кӗтеслӗ мӗлке — хаяр йытӑ Тулунӑн йӑви евӗрлӗ мӗлке ӳксен, Никита пуҫне ҫӗре ҫитиех тайса:— Каҫар, атте, — терӗ. Акӑ вӑл та ҫитрӗ. Вӑл Джеммӑпа сывпуллашма пуҫларӗ. Килнӗ ҫын хуҫланакан ҫӗҫҫине шалавар пӗҫҫи ҫумне шӑлчӗ те:— Кай, Давыдова вӑрат. Ман шутпа, пирӗн айван критиксене те ҫавнашкал ятлама тивӗҫ пек; калас пулать вӗсене: эх эсир, инкек-критиксем… ӑҫта сылтӑм, ӑҫта сулахай — пӗлместӗр. Анчах эсир ӑна сыхлама, юратма сӑмах парӑр… Ку, ачам, эгоизм пулать. Ҫапла вара, Алексей Маресьев — Чӑн-чӑн Совет Ҫынни ҫинчен ют ҫӗршывра ҫырма пуҫланӑ повеҫе пурнӑҫ хӑех Мускавра ҫырса пӗтерчӗ. Сирӗн мана хамӑн условисене май килекен ӗҫ памалла. Шӑхӑрни вӑл укҫа кӗсьере тӑмасса пӗлтерет. И! Марс ҫийӗн чылай пайӗ усӑсӑр пушхир пулса юлнӑ. Ҫапла мар-и-ха? Пӗр самантлӑха та пулин лайӑх шухӑшласа илме пултарнӑ пулсассӑн, Санин хӑйне хӑй курайми пулатчӗ ӗнтӗ; анчах вӑл лайӑх шухӑшласа илме те, хӑйне хӑй курайми пулма та ӗлкӗреймерӗ. — Ҫав ӗҫе тума килӗшсе, Бэйли питех те пысӑк йывӑрлӑха лекме пултарать. Чӗриклетсе ҫаврӑнакан кустӑрмана мӗн пур вӑйӗпе ҫавӑрса, сулахаялла та, сылтӑмалла та пӑрать вӑл карапа, ҫав хушӑрах, хыттӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра, команда парать. Хӗллехи Юрӑҫӑ, аялтан хӑпаракан тӗтӗмпе чыхӑнса, бойницӑн амбразури патне аран-аран ҫиткеленӗ. Ну-ка, кил-ха ман пата, ухмах выльӑх, сана таканланӑ-и е таканламан, — эпӗ ҫавна ҫеҫ курасшӑн. Канонада пӗтрӗ. Лаши унӑн, тирпейлӗн тӗвӗлесе ҫыхнӑ хӳрине выляткаласа, васкамасӑр юртса пырать. Темиҫе кун хушши вӑл унта пурӑннӑ (Андрей службӑра тӑракан Дон ҫинчи казаксен 11-мӗш полкӗ канма тухнӑ пулнӑ), упӑшки ытамӗнче выртса курнӑ. — Ҫулла, — терӗ Роберт. Ментан штачӗпе Канадӑри Альберт ҫӗрӗн чикки лӑпах ҫакӑнтан иртсе каять. Мӑйӑхӗсем кӑвакара пуҫланӑ. Конфедератка-картузӑн ҫутӑ сӑмси айӗнчен хускалман тӗссӗр куҫӗсем пӑхаҫҫӗ. — Эпӗ ӑна ан тарӑхтӑр тесе лӑплантаратӑп-ха… Вӗтлӗх-турат витӗр кӳлӗ тӗлкӗшекен пӑнчӑн-пӑнчӑн курӑнать. Вӑл, полкӑн шанк хытнӑ хура массине хаяррӑн, савӑнӑҫлӑн та теветкел чӑрсӑрлӑхпа пӑхса, мел-меслетсен илемӗпе вӗҫкӗнленсе, хӑйӗн кӗмӗлленнӗ сухалне ҫӳлелле ҫӗклеттерсе хучӗ те, пӗтӗм уя янӑратса, вӑрӑммӑн тӑстарса ячӗ: — Полк, слуш-а-ай! Анчах пирӗн запассем шыв айне тӑрса юлчӗҫ, пуринчен те ытларах, пилӗк пӑшалтан иккӗшӗ ҫеҫ йӗпенмен. Калаҫкаласа ларма та нихҫан кӗрсе тухмасть, тет». Иван Никифорович янахне шӑлкаласа илчӗ. Ҫаксем пирки пулакан тавлашусенчен граждан вӑрҫисем туха-туха кайнӑ. — Апла та юрать, — урӑхла сӑмах тупаймарӗ аптраса ӳкнӗ Андрей. Эпӗ ҫапах та хӗсӗне-хӗсӗне чи малти рете ҫитрӗм те пукан ҫине мар, эстрада умне тухса урайне лартӑм… Петр хӑй Поповӑпа йӑпанас килнине туйман, вӑл ун умне хӑй йӑпанма тӗллев лартнӑ хӗрарӑм пек мар, унӑн урӑх ӗмӗтне пурнӑҫлама пултаракан хӗрарӑм пек тухса тӑнӑ, вӑл уншӑн канлӗ ҫурта ачашлӑх кӗртекен, ырӑ та тӗрӗс пурнӑҫа тата та илемлӗрех тӑвакан ҫын ҫеҫ пулнӑ. Хам хыҫра анне сассине илтсен, эпӗ ун енне ҫаврӑнтӑм, ҫак хускану сасартӑк пулнӑран эпир пуҫа пуҫ ҫапӑнтӑмӑр; вӑл хурлӑхлӑн кулса илчӗ те юлашки хут мана хытӑ-хытӑ чуптурӗ. Пӗр сехетре тухса каятӑп эпӗ, карета ман тӑвӑр мар — эпӗ сана хампа пӗрле илетӗп. Тӑшманпа куҫа-куҫӑн тӑрса ҫапӑҫнӑ чухнехи пек урӑх ниҫта та нумай юн тӑкӑнмасть. — Пӗлместӗп, — тавӑрчӗ вӑл калаҫас килмен ҫӗртен. Робенок калатчӗ: — Пар ӑна тата тепре, пар! — тетчӗ. Сывмар хӗрарӑм питӗнче вӑл ҫав тери касӑлса асапланни палӑрчӗ, хупӑ куҫӗсенчен шултра куҫҫуль тумламӗсем шӑпӑртатса анчӗҫ. Калавӗ вара тем тӑршшӗччӗ, унта арпашӑнса калани те питӗ нумайччӗ, шухӑшласа кӑларни те сахал марччӗ. — Асту, тусӑм, асту! Юлашки хусканупа вӑл кимӗ хӗррисене сыпӑнтаракан сакран ҫатӑрласа илчӗ, пуҫне кимӗ айнелле ҫапакан шывран ҫӳлерех тытса, шыв юхӑмӗ ним ҫӗнтерейми вӑйпа хӑйне юхтарнине, хӑй тӳп-тӳррӗн аялалла ӳкнине туйса илчӗ. Виле ӳтсемпе тулнӑ тӳремпе иртсе Гусев, чи хӑюллисен ушкӑнне ертсе пырса, Канаш Ҫуртне вирхӗнсе кӗчӗ. Эпӗ, ку хушав тӗрӗс мар, съездӑн ӑна йышӑнмалла мар, тесе шутлатӑп. Аса илнипех чун хӑраса ӳкмелле! Ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах выльӑх-чӗрлӗх сассисем хутшӑнса кайрӗҫ, Фелим О`Нил ҫухӑрнисем вара часах сасӑсен тискер хорӗнче путса, ҫухалса кайрӗҫ, — ҫав тискер хорта йытӑ вӗрнӗ сасӑ лашасем хартлатнипе, кӗҫеннипе пӗрлесше кайрӗ. Плантаторсем, купецсем, лавка хуҫисем, юристсем, сунарҫӑсем, лашасемпе чурасем сутса пурнакансем — нихӑшӗ те Аламо ҫумӗнче хӳшӗ ӑҫта ларнине пӗлмен. Шӑп вырт, выльӑх! Шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗре халран ячӗ. — Ку хура кофе. Пит ҫӑра. Амӑшне вӑл йӑрстах тӑсӑлнӑн, пуҫне ҫӗкленӗн, унӑн юнланса пӗтнӗ питҫӑмартисем чӗтреме тытӑннӑн туйӑнчӗ… Тискерлӗх-ҫке ку, Ромочка! Епле эсир пирӗн пек ватӑ ҫынсенчен мӑшкӑллама хӑятӑр?» — тесе ҫухӑрать. Маттур йӗкӗт! — Мана кирлӗ мар. Кроватьсене сарнӑ, — ҫывӑрма выртмаллаччӗ те пулӗ. — Арҫурие куратпӑр! — тесе ответлетчӗҫ хӑш чухне. Эпӗ ун патне халех анатӑп. Анчах пирте капиталистсен класне, пурте пӗлеҫҫӗ, пӗтернӗ ӗнтӗ, производство орудисемпе хатӗрӗсене капиталистсенчен туртса илсе патшалӑх аллине панӑ, вӑл патшалӑха ертсе пыракан вӑй рабочи клас пулса тӑрать. Апла пулсан, рабочи класа эксплуатацилеме пултаракан капиталистсен класӗ пирӗн тек ҫук. Никита Ильич та хавшак… Мӗнпур ӗҫсене Джон хӑй асӑрхаса пычӗ. — Сире пурпӗрех пулсан, каяр-ха эпир шыв тӑрӑх ҫӳлелле, юханшыв пуҫланнӑ тӗле. Кам ан пулӑштӑр иккен халӑх ӗҫӗнче? Петр ун хыҫҫӑн Наталья пӳлӗмне кӗрсен, — унта питӗ чаплӑ та ҫемҫе вырӑн сарса хунӑ пулнӑ, — карчӑк пӳлӗм варринче тӑракан пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ. Ситанов пӗрре те вӗсем пек тумасть, ӑна турра ӗненмен ҫын тесе шутлаҫҫӗ. Чӑн та, хӑрах алӑсӑр офицер сӑнне, вӑл хӑйне хӑй тыткаланине, уйрӑммӑнах ун шинелӗн пушӑ ҫаннине пӑхсан, вӑл нимшӗн те ытлашши хыпӑнса ӳкмен лӑпкӑ ҫын иккенне куратӑн, ку ҫын кирек мӗнле ӗҫ тӑвас пулсан та, калаҫас пулсан та, ӗҫ ҫине: «питӗ аван-ха ку, йӑлтах пӗлетӗп эпӗ ӑна, хам тӑвасах тенӗ пулсан, пурне те тума пултарнӑ пулӑттӑм», тесе пӑхать тейӗн. Ольӑна юратас туйӑм унӑн кунран кун ӳссе пычӗ, ун ҫинчен вӑл хӑйӗн чӑн-чӑн ятне те пӗлмен хӗр патне ним пытармасӑрах ҫырчӗ. Ну, ак ку тата? Кӑштах чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн хушса хучӗ: — Ҫак минутран пуҫласа Гран-Фраккер каллех Тюрмо аббачӗ пулать, — терӗ. Сивӗ шыв патне иккӗн пӗрле пӗшкӗнсе, йытӑпа ҫын нумайччен ҫав сивӗ те тутлӑ шыва ҫӑткӑнланса ҫӑтрӗҫ. — Вӑтӑр пилӗк градус. — Урӑхла? Чӑнах та кӳлли ҫав тери аван, тусем те илемлӗн курӑнаҫҫӗ, — вӗсем Руссо утравӗ ҫинче тӑчӗҫ, Артур пӳрнипе Савой Альпи тӑвӗсен ҫӳллӗ тӳписем ҫине тӑсса кӑтартрӗ. Темиҫе минутран вӑл пирӗн пата та ҫитсе тӑчӗ: хӑй хашкаса сывлать, питӗнчен тар юхать; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркисем, ҫӗлӗкӗ айӗнчен сапаланса тухса, тарланипе ҫамки ҫине ҫыпӑҫнӑ; чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ… вӑл Печорина мӑйӗнчен ыталасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, кӑмӑллӑн кулкаларӗ пулин те, аллине сивлеккӗн тытрӗ. Унтан вара вӑл ӑна кофейникрен икӗ чашкӑ кофе тултарса парать. Анчах итлӗр-ха, доктор, хӑвӑр ҫӗршывӑр ишӗлчӗксем айӗнче чух, епле-ха эсир ҫак мӗнпур килӗшӳллӗ айванлӑхсемпе аппаланма пултаратӑр? — ыйтрӗ вӑл, блокнотне кӗсйине пытарса. Кӑшкӑрма пуҫларӗ: Кай кунтан! Манран ыйтас-тӑвас пулсан: Кузнецкий мостра пултӑм, тетӗп. Ҫак магнит пулӑшнипе утрава ҫӳлелле хӑпартма, аялалла антарма тата пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарма пулать, мӗншӗн тесен ҫак монарх пуҫ пулса тӑракан ҫӗр чӑмӑрӗн пӗр пайӗ тӗлӗшпе магнитӑн пӗр вӗҫне япаласене хӑй патне туртса илмелле, тепӗр вӗҫне япаласене хӑй патӗнчен тӗртсе ямалла тунӑ. Мана Макарушка та ырласа ҫапла калать: «Эсӗ, мучи, пролетарьят пулса тӑтӑн, вакӑ харпӑрлах тытма килӗшменнипе лайӑх турӑн», тет. Ун пек чухне вара Катя: «Анне хуйхӑрать», тетчӗ, ҫуртра пурте пӗр-пӗрин ҫине ҫилленсе, ҫӗткеленсе ҫӳретчӗҫ. — Яланах ҫӳрет. Мӗн турӑн-ха эсӗ унта? Анчах майор хирӗҫ каларӗ: экспедицин ҫыннисем Айртон ҫавӑрӑнса киличченех Сноуи ҫыранӗнче пулаҫҫӗ терӗ, кунсӑр пуҫне ҫавӑн пек ответлӑ шыравсене пуҫласси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть терӗ. Ҫапла вара, Айртон вӑхӑтлӑха кӑна тухса кайни Грант капитанӑн интересӗсемшӗн нимӗн чухлӗ те сиен пулмасть. Татах шӑвать, татах… ҫутӑ йӑрӑмӗ ерипенех кӑшт уҫӑлнӑ куҫсем патнелле йӑпшӑнса пырать, вара, вӑл ҫывхарнӑ май, ҫывӑраканӑн пӑшӑрханӑвӗ пушшех те ытларах ӳсет. Елена шучӗпе чӗрӗк сехет, унтан ҫур сехет иртрӗ, кайран тата темиҫе минут иртрӗ те, вӑл вара сасартӑк шартах сиксе ӳкрӗ: вӑхӑт вуниккӗ мар, пӗрре тӗлне ҫитнӗ иккен. — Мӗнех вара, калатӑп: эпӗ сире ҫиленнӗрен тухса кайрӑм… ҫиленнӗрен мар, эпӗ тарӑхса кайнӑччӗ. Урапа ҫинче, малта, денщик ларса пырать. Ҫемьери тепӗр тӑмсайӗ — Жорж пулнӑ. Ӑнлантӑр-и? Анчах трактирте вӑл мана ӗненнӗ пек пулчӗ те, чей тултарса, кичемле каласа кӑтартма пуҫларӗ: «Эпӗ тӑни пӗр сехет анчах ҫитет-ха, ҫитмен те, ӗҫмен те халӗ» теме пуҫларӗ. — Телейсӗр ухмах, чалӑшскер, — терӗ Ермохин баспа, Сидоровӗ тата ун майлӑ пулса хуллен каларӗ: — Кирек мӗнле хӗрарӑм та хӑйне улталаттарасшӑн. Ҫулман курӑк тӗмисем хушшинчен хир кӑрккисемпе мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн ҫӳре пуҫланӑ хир чӑххисем лӑпӑстатса вӗҫе-вӗҫе тухса каяҫҫӗ, инҫетре, типвар тӑвайккинче, дудак кайӑк, шӑпланса выртнӑ амин канӑҫне хуралласа, уткаласа ҫӳрет. Опричниксем! Тӗрлӗрен тӗслӗ лашасем ҫеҫенхирти ҫемҫе ҫӗре чӗрнисемпе чавтарса пыраҫҫӗ, анчах лешсем тапӑртатнӑ сасӑ темшӗн питӗ янӑравлӑн та сулӑмлӑн илтӗнет, ҫӗре сарса хунӑ хӗҫтимӗрсем тӑрӑх эскадронсем кӗмсӗртеттерсе пынӑнах туйӑнать. — Ну, мӗнле? — кӑшкӑрчӗ Хохол. Унти ҫынсем ҫинчен ҫырса пӗлтерни. Учитель хыҫӗнче Володя мӑйне тӑсса тӑрать, ун хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхать. Малтанлӑха ӑна Маякин аллине туйса тӑма тискер пулнӑ, анчах пыра-киле вӑл хӑнӑхнӑ, анкӑ-минкӗ ӳсер пурнӑҫне ҫав-ҫавах малалла тӑсса пынӑ. — Пӗр иккӗленмесӗрех, Уэлдон миссис, эсир вара унтан Сан-Францискӑна таврӑнма пултаратӑр. Кун йышши ӗҫсенче никам та Том Сойертан тавҫӑруллӑрах пулаймасть. — Арто! Халӑх хурал пӳртне пухӑнать. Эпӗ, акӑ, ӳсӗркелетӗп. Беловзоров, ав — илтнӗ-и эсир? Нимӗн те ҫухатмаҫҫӗ. — Вӑкӑрсене кӳлме кайрӗ. «Астӑватӑп эпӗ, — терӗ Чуб, малтанхи пекех, — пӗррехинче мана хупах хуҫи, леш хайхи Зузуля, халь ҫук-ха вӑл, вилнӗ, Нежинран табак илсе килсе панӑччӗ. Вӗсен умӗнче пин ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе ҫывӑрать. Илемлӗ сӑмахпа илемлӗ кӗвӗ хӑвӑн чӗрӳнте нимӗн те ҫуратмаҫҫӗ пулсан, эсӗ вӗсене кӑмӑлламастӑн пулсан, тесе каласшӑн эпӗ. — Ан шарланӑ пултӑр, ват супнӑ! — терӗм эпӗ ӑна, аран-аран, такӑнкаласа. Тӑманӗ ҫаплах чарӑнмасть; эпӗ чӑтаймарӑм, каллех лаша кӳлме хушрӑм та, тӑман чи вӑйлӑ вӗҫтернӗ хушӑрах тухса кайрӑм. Вӑл йӑл кулчӗ, анчах паҫӑрхилле мар, урӑхла, мана ырланӑн кулчӗ. — Чӗрнесем хушшинех-и? — Апла пулсан, чей ӗҫ, — тенӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ карчӑкӗ. Мӗн чарса тӑма пултарчӗ-ши пирӗн ҫуран ҫынсене? Хамӑрӑннисем патне тухатпӑр та акӑ, киле яратӑп. — А! — терӗ капитан. Урӑх пӗр сасӑ та хушмарӗ. — Гильотина, — терӗ Симурден. Вӑл йӗклентерекен ачаш сӑмахсемпе тата кулӑшла хаваслӑхпа ӑна йӗрӗнтересшӗн пулмарӗ. Отвечӗ-мӗнӗ те кирлех мар, ахаль сӑмахсем кӑна хушкаласа пычӗ. «Таварта» вӗсем африка расин яланхи паллисене курмарӗҫ — ку паллӑ американецсен иккӗмӗш ӑрӑвӗнче ҫухалнӑ. Ҫил, выляса, ыйхӑллӑ пӗчӗк ҫуртсен тӑррисенчен юр шӑлса антарать, стенасем ҫумне ҫапӑнать, васкавлӑн темскер пӑшӑлтатать, ҫӗре анса, типӗ шурӑ юр пӗрчисене урам тӑрӑх хӑваласа каять… Куккӑшпе Христофор аттене курнӑ-курманах Егорушкӑн чи малтан тӳрех хӑйӗн инкекӗсем ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ. — Мучи, эсӗ шӑннӑ пулӗ, — тенӗ Петӗр. Ҫула тапранас умӗн вӑл, пӗр уртӑш йывӑҫне касса илсе, хӑйне валли туясем турӗ. Сывӑ пулӑр. Илтетӗн-и? Анчах, калатӑп сире, пит япӑх япала вӑл! Уэлдон миссиспа Нэп карчӑк Дик Сэнд пулӑшнипе вӗсене пурне те кашӑкпа шыв ӗҫтерсе тухрӗҫ, негрсем темиҫе кун шывсӑр каҫӑхнӑ пулмалла. Шыв ӗҫтерсен, шӗвӗ яшка ҫитерсен, негрсем тӑна кӗчӗҫ. Ольга вӗсене килхушшинче кӗтсе илчӗ; вӑл шурӑ юбкӑпа, каҫхи кофтӑпа, сарай патӗнчен хапха патне каллӗ-маллӗ утса ҫӳренӗ, уйӑх ҫутинче вӑл кӑвакрах тӗслӗ, витӗр курӑнакан япала пек курӑннӑ, унӑн кӗлеткинчен ҫара чулсем ҫине ҫӑра мӗлке ӳкни тӗлӗнмеллерех пулнӑ. — Ну, ӗнтӗ эпӗ сан чӗрӳ тӗлӗшӗнчен хуҫа мар пулсан, ҫапах та сан телей ман алӑра. Анчах кунта пӗлӗш тупма йывӑр ӑна — пирӗн корольсем ҫук-ҫке. Ҫапла-и, Гек? — Пурпӗрех вилетӗн-ха эсӗ, санӑн гангрена вӗт. — Мӗн тери аван, анне, мӗнешкел лайӑх! Тата леререх, вӑрман ҫулӗ тӑрӑх, улалатса сӑрланӑ танксен кӳлеписем патӗнче, снарядсем алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑксем тавра, кивӗ тункатасем хушшинче, — пур ҫӗрте те салтак вилли йӑванса выртать; хӑшӗ фуфайкӑпа, ваткӑллӑ шӑлаварпа, хӑшӗ вараланса пӗтнӗ симӗс френч тӑхӑннӑ, ытла сивӗ пулнипе, пилоткисене хӑлхи таранах антарса лартнӑ; вӗсен хуҫланса ларнӑ чӗркуҫҫийӗсем, каҫӑртса хунӑ янах шӑммисем юр айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ; ӑвӑс пек сарӑхса кайнӑ пичӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсене тилӗсем кышланӑ е чакаксемпе ҫӑхансем сӑхса пӗтернӗ. Персе вӗлересси ҫӑмӑл, анчах ку ӗҫе шав кӑлармасӑр та тума пулать. Чӑнах та, эпӗ сире хамӑн тӑван анне пек юрататӑп!.. — терӗ. Выртса кан, тӑванӑм, вара… — Чать сана! — ӳхӗрсе янӑ Фома, Кононов ҫине сӑптӑрса пӑхса. — Хӗрарӑмсене? — Эпӗ ҫу катӑкне пашалу ҫине хунӑччӗ, — тетӗп. Манӑн сасса илтсессӗн, хӑрани кӑшт иртсе кайрӗ унӑн, ҫапах та лӑплансах ҫитеймест-ха. Халь тата урлӑшӗ пӗр километрлӑ е унтан та пӗчӗкрех астероидсене тупнӑ. — Епле апла? Ӗшеннӗ йытти те аялта усӑнса тӑракан ҫупкамсене сӗлекеллӗ ҫӑварӗпе хушӑран яра-яра илчӗ. Йӗркеллӗ ҫӗлен е калӑпӑр, хурӑнпуҫ, вӑл васкамасӑр, чинлӑн шуса иртет, ку усал персе янӑ сӑмах пек чашкӑртса иртрӗ. — Хам пӗлекен ҫынсем ҫинчен ман умра кун пек калаҫмасса ыйтнӑ пулӑттӑм эпӗ, — сиввӗн чарчӗ Ромашов. — Ҫавӑ ҫав! — тенӗ те Игнат ыркӑмӑллӑн, коньяк илсе килме кӑшкӑрнӑ… «Ҫук!» — тетчӗ вӑл. Хӑй мӗн тунине пӗлмесӗрех, пур ҫӗрте те хаклӑ мантикорӑна курнӑ евӗр, вӑл, сывлӑшра аллисемпе утӑ ҫулакан машина ҫунаттисем пек палтӑртаттарса, вӑрман еннелле чупса кайрӗ. Музыкӑна итленипе ӳсӗрӗлнӗ пек пулса, шӑллӗпе аппӑшӗ валли кирлӗ ӗҫ тума пултарнине туйса, вӑл йӑл кула-кула илчӗ. Адама, ҫӗрӗшке хӑлтӑрккана, тапӑнса пӑхма та пулать. Телейсӗр хӗрарӑмсем ҫаксене пӗлсех тӑваҫҫӗ, анчах вилнӗ ҫыннӑн чунне ӗмӗрлӗхех канлӗх парас тесен, хуйхӑрнине ҫапла кӑтартни те ҫителӗклӗ пулмасть. Тен, куҫа ӑна, хамӑр таврари ҫутӑ тӗнчене, унӑн мӗнпур тӗрлӗ илемне кӑтартса, чуна килентерме пултарнӑ пирки, чӳрече кантӑкӗпе танлаштарсан, тӗрӗсрех те пулӗ. Европӑпа Америкӑри пекех, Австралинче Пиренейсем, Альпӑсем, Сенкер сӑртсем пур, анчах пурне те вӗсене пӗчӗклетсе каланӑ. Мӗн шухӑшларӗ-ха вӑл ҫак япаласем ҫинчен? Ҫак йӑхсенчен чи кӗҫӗнни — Су-ис-ксис-ин йӑхӗ, тепӗр майлӑ каласан, Шурӑ Кашкӑр аса илтернӗ Москитсен йӑхӗ пулнӑ. Гидрограф Р-па тӗл пулни Хирӗҫ пӗр ҫыру илмесен те Катьӑна ҫур ҫул хушши ҫыру ҫырса тӑни, Ленинграда ҫитсен алӑк уҫса ярсанах Катя мана хам еннелле аллине тӑсрӗ тесе шанса тӑни айванла тухать. «Батько, мӗн турӑн эсӗ? Макар ун чухне ӑна лӑпкӑн, витӗмлӗн тата ҫав тери нумай сӑмахсем каласа тултарчӗ: — Юлашки кунусене ман патӑмрах пурӑнса ирттер ӗнтӗ, пурӑнса пӗтер. Эпӗ Катьӑна юнаса илтӗм. Вара вӗсем тин хӑйсем кама хирӗҫ тӑнине ӑнланса илӗҫ! Йывӑр япаласене начар ҫулсем тӑрӑх турттарасси ҫӑмӑл ӗҫ пулман, ҫитменнине тата ӑна вӑрттӑн тумалла пулнӑ пирки, вӗҫӗмсӗр чӑрмавсем сике-сике тухнӑ. Ватӑ сунарҫӑ стакана тути патне илсе пычӗ те, пӗр виҫ-тӑват сыпкӑм сыпсассӑн, стаканне пушатса Флориндӑна пачӗ. Лозневой аран-аран сӗтӗрӗнсе пырса Лопуховсем патне ҫитрӗ те, пӗтӗмӗшпех халран кайса, крыльца ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Анчах ҫӗкленнӗ кӑмӑл унӑн часах лӑпланчӗ; куҫӗсенче чалтӑраса ҫиҫекен хаваслӑх сулхӑнланчӗ, вара татах вырӑнне ларса вӑл лӑпкӑ сассипе ҫапла каларӗ: — Малалла, Гленарван, эпӗ ҫырса пыратӑп. Ҫук, ку вӑл уншӑн ытла ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ӑна вӗлермӗп. Ӑна палӑртмастӑп ҫеҫ, ӑна ҫынсене палӑртма юрамасть, ахалӗн вӗсем хӑшкӑлтарсах ҫитереҫҫӗ. Тӑлӑх арӑм, мана суттарас мар тесе, ӑна ӳкӗтлеме тытӑнчӗ, анчах эпӗ вӗсен калаҫӑвӗ вӗҫленессе кӗтсе тӑмарӑм, тухрӑм та тартӑм. Ҫакӑнта мӗн пулса иртнин картинине пурнӑҫ пӗр самантлӑха та пулин ҫӗнӗрен кӑтартса парас пулсан, — ҫук, мӗн пулса иртнин картинине мар, ҫав картинӑн сассисене кӑна, ҫапӑҫӑвӑн хӑрушӑ шавне кӑна, — американецӑн чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пулӗччӗ, Гаррис ҫав «хӑйне хӑй пӗлми пулни» текен сасӑсене илтес пулсан, вырӑс ҫапӑҫӑвӗ хӑй тӗллӗн епле хӗрсе кайнине курас пулсан, унӑн эрехпе скептицизм сӑхнӑ чӗри яланлӑхах чарӑнса ларнӑ пулӗччӗ. — Усси пулӗ-и, пулмӗ-и, калаҫмӑпӑр ӗнтӗ! — Патакчӗ сире! — кӑшкӑрса ячӗ старик хӑйӗн хулӑн сассипе. Мана арестлерӗҫ. Шӑп ҫакӑнта вара, самолёта кирлӗ курс ҫине тӑратнӑ чух, Мересьев сасартӑк машина хӑйне итленине, ӑна вӑл хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткипе туйнине сисрӗ. Аманнисем ҫине лашасем те, ҫынсем те кӗре-кӗре каяҫҫӗ, пур ҫӗрте те ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать. Артамоновӑн старике масар ҫине ҫити ӑсатма кӑмӑл пулнӑ, вӑл рабочисем лӑках тулнӑ чиркӗве кайрӗ, темшӗн сасартӑк пупран тухса таҫта кайнӑ лӑпкӑ Глеб вырӑнне йышӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ Александр пуп ҫиЛлессӗн служить тунине итлесе тӑчӗ. Артур пуҫне ҫӗклерӗ те ҫирӗп сасӑпа:— Эпӗ вӑл ята пӗлместӗп, — кунта темӗнле йӑнӑш пулнӑ курӑнать, — терӗ. Прерири кашкӑр, хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек, сиксе илчӗ. Хӑмӑт ӑсти пуҫне ҫӗклесе, мачча ҫинелле пӑхса, каллех юрлама пуҫларӗ: — Пӗр пуян ҫеҫ, ах ялтан ҫул ҫинеллеҪамрӑк хӗр утса пырать, ах хирпеле… — Ҫавах! — кӑшкӑрса ячӗ Ковалев. — Шӑп, ҫавӑ! Унӑн сӑнӗ ӑшӑ, куҫӗсем таса та ҫутӑ, ачанни пек ҫемҫен пӑхаҫҫӗ, сайра сухалӗ кӗмӗл пекех шап-шуррӑн курӑнать. Анчах хӗпӗртесе ӳкнӗ художник хӑй ҫинчен ҫапла калаҫнине илтмерӗ. Пиччепе иксӗмӗр хамӑрӑн пӗчӗкрех анчах вӑйлӑ лашасем ҫинче ларса пынӑ чухне эпир начарах курӑнман пулӗ. Аван-и ман ывӑл? — тесе ыйтнӑ вӑл такамран. Унӑн аллисем айӗнче сӑран нӑтӑртатрӗ, палатӑра тир-сӑран тумалли имҫамсен йӳҫӗрех шӑрши сарӑлчӗ. — Княжна… — тесе пуҫларӑм эпӗ. Леҫсе пар ӑна ыран чихирь. Ҫапла тӑвас пулать ӑна, вара нимӗн те пулмӗ. Вӑл яланах ҫавӑн пек пулать; эпӗ ӑна темиҫе хутчен те асӑрханӑ. Майор калани ҫумне никам та пӗр сӑмах хушса каламарӗ. Чей ӗҫсе ларнӑ чух Ромаҫ ҫапла каларӗ: — Шел ҫак халӑха, — хӑйӗн чи лайӑх ҫыннисене вӗлерет вӑл! Эсир мӗнле шутлатӑр? Эпӗ, юлташсем, ҫак намӑс йӑлана ҫӗнтерсех ҫитерейместӗп, анчах эпӗ сахалтарах ятлаҫнине Димка та туять ӗнтӗ. Астумастӑп та ӗнтӗ… Эсӗ пире хӑвӑн хӑтланӑвупа авӑ епле сиен туса хутӑн. Пирӗн ӑна сивлемелле пулать! Чӑтма ҫук шӑрӑхчӗ. — Ҫӗнтерекенӗ пӗтӗмӗшпех илет, — ҫиленсе каланӑ Ривэра. Тӳрех тапӑнасси ҫинчен шухӑшламалла та мар, атакӑна вӑраха хӑварни те инкек патне илсе пыма пултарать. Епле пулсан та тӑшмана аркатса тӑкмалла. Яков Лукич чӗлпӗрне ун аллинчен илчӗ. Ӑна тахӑшӗ ӗнсинчен чышса илчӗ: — Ан ҫухӑр кӑлӑхах. — Эпӗ пӗрне ҫеҫ ыйтатӑп, — сквайр Трелонине мана парӑр. Сасартӑк, пӑхса тӑракансене, хула ҫыннисене, патшан ҫывӑх ҫыннисене тӗлӗнтерсе, тухатмӑш Казонден хаяр пуҫлӑхне алран ярса тытрӗ. — Ӑҫтан пӗлен?.. — мӑкӑртатрӗ вӑл хӑй тӗллӗн, хула тулашӗпе тӑсӑлакан пахчасен хӗрринче пынӑ чух… Уотсон мисӑн пысӑк негрӗ — ӑна Джим тесе чӗнеҫҫӗ — кухня алӑкӗ умӗнче ларать: эпир ӑна лайӑхах куратпӑр, мӗншӗн тесен ун ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫурта ҫунать. Ҫак Атанаси хаджи яланах васкамасӑр тӑсса юрлатчӗ те, хальхинче суккӑра вӑл юрланӑ пек те туйӑнмарӗ, ытла хӑвӑрт такмакланӑ пекех туйӑнчӗ. — Ҫӑва патне кайччӗр эсӗ шутланӑ цифрӑсем! — терӗ ҫилленсе кайнӑ пичче. — Шуйттан патне кайччӑр санӑн гипотезӑсем! Эпӗ, сӑмахран, хамӑн йӑнӑшсене йышӑнатӑп. Ҫавна Смурый илтсен, вӑл шӑртне тӑратса, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса кочегара кӑшкӑрса пӑрахатчӗ: — Эсӗ мӗн хӑвӑнтан мӑшкӑлама ирӗк паратӑн, пушӑт пит! Вӑл хӑйӗн тӗртӗннӗ урисем ҫинче ҫирӗп тӑрать. Унтан нумай килет: — Нагульнов, тем ӗмӗтленнӗн йӑл кулса ячӗ те, хӗрӳленсех малалла каларӗ: — Мӗнпур пек чикӗсене аркатса тӑкӑпӑр та акӑ, эпӗ ун чухне хамах пуринчен малтан: «Яра парӑр, урӑх юнлӑ хӗрарӑмсене качча илӗр!» — тесе кӑшкӑрса ярӑп. Вара каллех куҫсем ҫине куҫҫуль тумламӗсем килсе тухаҫҫӗ; анчах вӑраха мар ӗнтӗ. Ҫавна пула янах шыҫать ав. Тухтӑр ҫапла калать. Малтан вӑл хӑйӗн ӗмпӗчӗшсемпе пӗрле лава ҫӳренӗ; вӗсем мӑшӑр хӑрахпа ҫӳретчӗҫ; ну каярахпа вара йӑлӑхтарнӑ пулмалла та — пӑрахрӗ. Ӗненместӗп эпӗ тарма май пуласса… Джимӑн пурпӗр ҫырма лекет, гербне те тумаллах пулать. Полк кунтан пӗтӗм ҫар куҫӗ умӗнчех тухса кайрӗ, Тарас юлакансене ҫаврӑна-ҫаврӑна нумайччен хӑратса пычӗ. Лосьпа Гусев миххисене илчӗҫ те — кукша пуҫлӑ ҫулташӗпе пӗрле ӗшне еннелле ҫаран тӑрӑх аялалла ҫул тытрӗҫ. — Жуэ ӗнтӗ, жуэ! — тесе хӗтӗртнӗ помещик. Ӗне кӗтӳрен килнине курмастӑн-им? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Пытанса лармалли вырӑн тупас тесе вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ, — акацин чӗнтӗр пек ҫулҫисем уншӑн начар хӳтлӗх пулнӑ. Анчах чӳречесем ҫаплипех хупӑ юлаҫҫӗ: ҫав ҫутӑ пайӑркине вӑл нихҫан та кураяс ҫук, унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ сӗм тӗттӗмлӗхре иртӗ!.. Апеннинри контрабандистсем Ривареса унӑн чӗлхи пит йӗплӗ пулнӑшӑн Пӑван тесе ят панӑ, ҫавӑнтанпа вара вӑл ҫав ятпа алӑ пусать. — Христос юнӗ! — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл, хӑй кӗтни пулманнипе флягӑна ҫиллӗн силлесе. — Сӑхман-и? Вӑл аван. Анчах вӑл ман пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тӑрӑх шуса ҫӳрерӗ. Кам та пулин ҫакӑн пек пысӑк хисеп таса укҫа тытма пултарни ҫинчен Том пӗр минутлӑха та шухӑшламарӗ. Пуҫ тайрӑм та эпӗ те тухрӑм. Тӳрех хӑвна пуля лекет. Вара Шеффилк ҫинчен, эпир унта мӗнле пурӑнни ҫинчен, Англири Уилкссем ҫинчен тата ытти ҫинчен те калама тытӑнтӑм. — Аран-аран вунпилӗк градуса ҫитнӗ, апла пулсан, эпир галерея тӑрӑх пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн мӗн пурӗ те тӑхӑр градус анчах аннӑ. Темӗн пек тарӑн ту хушшисем те ҫап-ҫутах ҫуталса кайрӗҫ. — Эпӗ офицер тата дворянин, ӗнер ҫеҫ сана хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫнӑ, паян акӑ санпала пӗр кибиткӑра ларса пыратӑп, манӑн пурнӑҫӑн телейӗ пӗтӗмпех санран килет. — Турра шан, турра шан, учитель, кулянса ан тӑр, тархасшӑн, ҫӳлти турӑ хӑйне савса шавакансене пӑрахмасть. — Пӗтӗмӗшпе илсен, эпӗ мӗн калас тенине эсӗ ӑнлантӑн, — терӗ Корытов, ӗҫ папкине хӑвӑрт хӑй патнелле шутарса. Сивӗсем ыран-паянах пуҫланмалла. Сивӗсем пуҫланиччен, хуть те вил, анчах шурлӑхран пирӗн иртесех пулать, мӗншӗн тесен унти ҫӗре кайран шӑлпа кӑшласан та хӑпӑтас ҫук. — Ҫак икӗ сӑмах мӗнпур асапсемшӗн Джон Мангльса награда пекех туйӑнчӗ. Врачсем мана та ӗҫрен хуса ярасшӑн пулчӗҫ те, эпӗ парӑнмарӑм-ха, — тесе вӑл кӑмӑллӑн кулса илчӗ. — Ҫук, ҫук, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах утӑр! — васкатрӗ Мересьев. — Чӗлхе вӗрни кирлӗ мар унта, — ятлаҫас марччӗ-ха тесе, хӑйне хӑй аран пусарса каларӗ Ерофей Кузьмич. — Пуҫпа шухӑшлакаласа пӑхас пулать. Турӑ ҫырлахтӑр унпа, пролетарьятпа, анчах, купӑста яшкине тутӑ кӗртмелӗх ӗҫ кунӗ тӑрӑх какай е, калӑпӑр, сысна ҫӑвӗ памасан, эпӗ хӗл ларнӑ тӗле тӑсӑлса выртма та пит лайӑх пултаратӑп. — Виҫҫӗр! — пӳлсе кӑшкӑрнӑ Фома. Казаксем кӑшкӑрашма тапратрӗҫ. «Пӗрре… пӗрре… пӗрре…» илтӗнсе кайрӗ ӑна чӑн-чӑн пекех; вӑл куҫӗсене уҫса, пуҫне ҫӗклерӗ: такам ун алӑкне шаккать. Ҫапах, хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑма шут тытнӑскер, вӑл хӗрарӑм сӑмахӗсене итлессе — итленӗ, анчах вӗсен тупсӑмне ӑнланасшӑн ҫунман. Унти пуҫлӑхсем ҫак сӑмахсем хӑйсен ҫӗрӗнчи ҫынсен чӗрисене чӗртсе ярасран хӑраса ӳкнӗ. Ҫынсене нухайкасемпе килелле хӑваласа, жандарм разъезчӗ ял тӑрӑх вӗҫтерсе ҫӳре пуҫлать. Тепӗр ҫӗр ҫултан пурӑнас килет-и? Часах эпӗ темскер чӗрӗскер ман сулахай ура ҫинче йӑшӑлтатма пуҫланине туйрӑм. Ирхи апата килсен, сӑн-пичӗ ҫав тери хуралса кайнӑ пирки, Николай Петрович унран хӗрхенӳллӗн: эсӗ чирлӗ мар-и? тесех ыйтрӗ. Вӗреннӗ ҫынсем хӑйсен шухӑшӗпе чухласа, ӳкерсе кӑтартнӑ авалхи йывӑҫ-курӑксене ҫак темӗн пысӑкӑш ӑшӑ пахчан ҫак кӗтессинче сыхласа хӑварма ҫутҫанталӑк кӑмӑл тунӑ пулмалла. Унта ӗҫӗм ҫук манӑн… — Инке, сана тархасласа ыйтатӑп, Аврам бая нимӗн те ан калӑр. — Юрать-и вара? Сасартӑк хӑрушӑ вӑй килсе вӗсене шӑвӑнакан утравӑн ҫумӗнчех хӑйпӑтрӗ. — Эс ӑнланма тӑрӑш… Эпӗ мӗнле тусан мӗнле пулассине пӗлетӗп. — Эсир манпа калаҫас тетӗр пулсан, кунта килӗр. — Мӗнле канаш паратӑр-ха эсир мана, monsieur Dimitri? — ыйтрӗ вӑл пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. — Крэнкбиль шухӑша кайса мӑкӑртатса илнӗ: — Темӗскер, ӑнланмалла мар япала килсе тухрӗ ман тӗллӗн. — А маттурскер! Ҫак ире Кузьма Ярцев уйрӑммӑнах пӑлханса кӗтсе илчӗ. Ҫапла вара Советлӑ республикӑра, пӗр енчен, социализм тӗрекленсе пынӑ кашни кунӗҫемӗн тата эксплуататорта юлма е капиталистла йӗркесене усрама обьективлӑ май пуррипе усӑ куракансем чакса пынӑ кашни кунӗҫемӗн, суйлав прависӗр хӑварнисен проценчӗ хӑйне хӑех сахалланса пырать. Пӗрне лайӑх пӗлчӗ вӑл — каланӑ сӑмах виҫӗ сыпӑкран тӑрать. Унта Осадчипе Веткин, Ромашовӑн ротӑри юлташӗ, пуҫне йӑвашшӑн та халсӑррӑн ҫеҫ сулкалакан, хӑйне архиерей тесе ӗнентерекен сӗм-ӳсӗр Леха хулӗнчен тытнӑччӗ те алӑк патнелле ӑсататчӗҫ. Вӑл мексиканкӑна йӑлӑннӑпа пӗрех каларӗ:— Калӑр мана, сеньорита, эсир ҫав хӗрарӑм мӗнле лашапа пынине асӑрхарӑр-и? — терӗ. «Каймалаччӗ, ӑҫта та пулин кайса тухаттӑмӑрччӗ, е каяла Кӑршка-кассине каймалаччӗ, Тарас патӗнче ҫывӑраттӑмӑрччӗ. Митмана чӗнсе илчӗҫ. Генерал пырса кӗрет; хӑранипе чӗтресе тӑракан станца пуҫлӑхӗ ӑна юлашки икӗ тройкине, ҫав хисепрех курьерскине те парса ярать. — Вӑл ман кичемлӗн пурӑнать… — хӗрӗшӗн ответленӗ Маякин. Анчах акӑ, темскер хӑпартса тунӑ ҫӳлӗ вырӑнта пулас, Квейс комендантӑн йӑлтӑр ҫутӑ тӑхаллӑ та ҫутӑ тӳмеллӗ, мӑнтӑр кӗлетки ҫӳлелле карӑнса тӑчӗ те, халӑх хушшинче унӑн йытӑ вӗрнӗ пек янкӑшакан сасси илтӗнсе кайрӗ. Вӑл пӗр виҫ-тӑват миля яхӑн пулӗ тесе шутлать негр, унтан ытла мар пулсан. Ҫавӑнпа та акӑ эпир ҫапла шутласа хутӑмӑр: сирӗнпе ыррӑнах татӑлас терӗмӗр… «Пӗтрӗм! Том «Урӑ ҫынсен ҫамрӑк тусӗсем» ятлӑ ҫӗнӗ пӗрлешӗве кӗчӗ, мӗншӗн тесен пӗрлешӳ членӗсене кӑкӑр ҫине ҫакса ҫӳреме питӗ селӗм значоксем параҫҫӗ. Унӑн вӗт Арвант енчен килекен Говэнӑн пин ҫурӑ салтаклӑ отрядӗнчен тата Динан енчен — Лешельрен ҫеҫ сыхланмалла пулнӑ. — Глухань! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — «Салтак-термитсем», — пӗр иккӗленмесӗр тавӑрчӗ Бенедикт пичче кӑткӑ йӑвине мӗнрен тунине сӑнаса пӑхнӑ хыҫҫӑн. Тен, вӑл йӑнӑшать, ҫырура ун ҫинчен мар, кам та пулин урӑххи ҫинчен самах пырать тесе те шутланӑ пулӗ. — Авӑ мӗнле, — хирӗҫлерӗ Беловзоров. — Эсир унпа пӗрле уҫӑлса ҫӳресшӗн-и? Куҫӗсем пӑхаҫҫӗ, портретри мӗнпур гармонине хӑйсен чӗрӗлӗхӗпе ҫӗмӗрсе, тӗлӗнмелле пӑхаҫҫӗ. Студент, — терӗ карчӑк хӑвӑрт та хыттӑн. Ирпелен Поднебескосем уҫӑлса ҫӳренине курсан Воропаев кашни хутӗнчех калама ҫук хумханса ӳкет. Сире килте шырама пултараҫҫӗ, ҫакна аса илӗр… Ҫапах та тӑрасса вӑл, ӗнер унттӑсене туртса хывнӑ чухнехи пекех, питӗ харсӑррӑн сиксе тӑчӗ. Эпӗ, ҫак сӑмахсене пит лӑпкӑ каларӑм пулин те, вӑл тӗттӗмре те ман ҫине пӑхасшӑн пулчӗ курӑнать. Валашка тӗпне шыв нумайччен тӑрса пӑсӑлса каясран, шывне юхтарса кӑларма кран лартрӗҫ; икӗ тарҫӑ унта ҫур сехет хушшинчех шыв ҫӑмӑллӑнах каллех тултарма пултаратчӗҫ. Вӑл вӑрланине хирӗҫ тӑма хӑтланчӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл эшафот патне ҫывхарчӗ. Епле-ха ӗнтӗ эсир халь?» — Ӳсӗр, тетӗн пуль? — Халлӗхе нимӗн те курӑнмасть-ха, мучи. Каткинче пӑрака лӑкӑртатать, — чуста айӗнчен ӳсӗртекен пӑс тапа-тапа тухать. Тата икӗ кунлӑх юлнӑ консервӑсене пит кӑмӑлласа ҫирӗҫ. «Виктория» хӑйӗн тӑван ҫӗршывне, Севилья гавӑнне, 1522 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнче таврӑннӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра Андрей тӑчӗ, кӑштах сулӑнса илчӗ, судьясем ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ те — калаҫма пуҫларӗ: — Защитник господасем… Эпӗ хам умра выртакан вилӗ ӳт унӑн ӳчӗ пулнине мантӑм, вӑл ман асаилӳсемпе пачах ҫыхӑнса тӑман япала пек, ун ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм. — Питӗ лайӑх япала! Ҫакӑншӑн манран тусӑмсем те тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, анчах эпӗ вӗсемшӗн пӗрре те кӳренместӗп. Кунсӑр пуҫне, ҫак курӑксене вӑл вутсӑр мӗнле пӗҫермеллине те пӗлмест. Ҫапла-и? — Анчах эпир Динго таврӑнасса кӗтме пултараймастпӑр. Ун чухне пиртен хӑшне те пулин авланма юрамӗччӗ. Мэрипе Роберт выртнӑ-выртман ҫывӑрса кайрӗҫ, ҫӗркаҫиччен иккӗшӗ те ырӑ тӗлӗксем курса ҫывӑрчӗҫ. Калчо Букче патӗнчен тухсан, Марко, мӗн илтсе мӗн курнине асра тытса, тарӑн шухӑша кайса утрӗ. Андрей Разметнов, хӑйӗн чылай ҫулсем хушши юратса пурӑннӑ савнийӗ качча тухнипе хуҫӑлсах ӳкнӗскер, малтанлӑха пуҫне усмасӑр ҫӳреме тӑрӑшрӗ, каярахпа ҫапах та чӑтса пурӑнаймарӗ, Давыдовран пытанкаласа ӗҫме пуҫларӗ. Пиллӗкмӗш каҫ эпир Сен-Луи патӗнчен иртсе кайрӑмӑр; ун тӗлӗнче вара пӗлӗт ҫап-ҫутӑ. — Ҫапла пулмасӑр, мӗнле пултӑр-ха тата? — терӗ ӑна Мэри. Вӑл Элен ҫине пӑхса илчӗ те, ҫамрӑк капитана кӑшт ҫеҫ палӑртмалӑх йӑл кулчӗ. Огнянов та ҫилле хывнӑ пек курӑнасшӑн пулчӗ, кофине хыттӑн чӑплаттарса сыпма тытӑнчӗ — хӑй те ыттисем пекех тарӑхнине кӑтартасшӑн пулчӗ ӗнтӗ. Ҫанталӑк та ӑшӑтнӑ пек. Джон Мангльс пурпӗрех шанать, прилив хӑй вӑхӑтӗнче суднона хӑйӑр ҫинчен кӑларма пулӑшӗ, тесе шутлать. Сутни пулать-и? Кабинетра кам-тӑр хӑюсӑртараххӑн кӑшӑлтатса илчӗ те, аттисене чӗриклеттерсе, алӑк патнелле чӗрне вӗҫҫӗн тӗплеттерчӗ. Павел, хула ҫутисем ҫинчен куҫне илсе, аялалла ана пуҫларӗ. Ҫак сержант шӑпах леш, Содрей вӑрманӗнче тупнӑ виҫӗ тӑлӑх ачана батальон ячӗпе усрава илекен кӑнттамрах та ырӑ кӑмӑллӑ Радуб пулчӗ. Анчах апат-ҫимӗҫ пӗр уйӑхлӑх юлас пулсан та, шыв юхтарса анакан тӗпсӗр шӑтӑкран епле тухма пултарӑпӑр-ха эпир? Апла эсир Цветаевпа иксӗр тытӑҫса илтӗр пулать. — Ӑна Лукашкӑна ҫураҫаҫҫӗ. Лука — маттур казак, джигит, пӗркун абрека вӗлернӗ. Пысӑк хуйхӑ пуснипе вӑл чирлесе ӳкрӗ, анчах, телее, ӑна сыватма май килчӗ. Анчах та ку амӑшне чарса тӑраймарӗ; ҫынсене хулпуҫҫийӗсемпе, чавсисемпе сире-сире, хӑйӗн ывӑлӗпе юнашар кайса тӑрас кӑмӑлне пӑхӑнса, вӑл ун патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ. Профессор мана тимлӗрех пӑхса тӑма ыйтрӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн машинине хута ярса ӗҫлеттерме пулчӗ. Вӑл унӑн хуйхӑллӑ сӑн-питне пӑхса ларнӑ. Савӑнмалли тӗлӗксем курнипе Бекки сӑнӗ-пичӗ хуллен-хулленех яланхи пек канӑҫлӑ пулса кайни палӑрнӑ. Беккин тути йӑл кулма пуҫланӑ та нумайччен ҫавӑн пек кулса тӑнӑ. «Пилигрим» ӑҫта та пулсан урӑх тӗлте арканманшӑн Дик Сэнд ӑшӗнче пӗрре кӑна мар кулянчӗ. — Ну, Саня, — темле урӑх сасӑпа, савӑнӑҫлӑн сӑмах хушрӗ Кораблев. Харлаттарасса вара, шуйттан ҫынни, питӗ хытӑ харлаттарать, ӑна илтсен, пирӗн хӳшӗ ҫывӑхӗнче ҫӳрекен кӗсресем те хӑранипе таҫта тарса пытанаҫҫӗ. Ӑна, вӑхӑт малалла шунӑ май, ывӑлӗ сахалрах та сахалрах калаҫнӑн туйӑнчӗ, ҫав хушӑрах вӑл темле ӑнланмалла мар ҫӗнӗ сӑмахсемпе усӑ курнине, хӑй хӑнӑхнӑ хаяр та хытӑ сӑмахсем унӑн калаҫӑвӗнчен тухса ӳксе пынине асӑрхарӗ. Вӗсене кирек ӑҫта та хапӑл туса кӗтсе илеҫҫӗ. Ирӗклӗхӗн аслӑ сӑмахне халӑх ҫӑтса яманни кӑна, кӗрешӗвӗн сӑваплӑ ҫулне хӑвӑртрах тӑрасшӑн ҫунать вӑл. Урамра тӗл пулса темиҫе хут ҫавӑн пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн, старик мана чӗнме тытӑнчӗ: — Ман пата, будкӑна, чей ӗҫме пырса лар-ха. Вӑл ҫак сӑнава тепӗр хут тума хушрӗ, суккӑрӑн тимлӗ питне лайӑхах асӑрхаса пуҫне сулкаларӗ. Сак ҫине хуҫана хирӗҫ ларса, амӑшӗ йӗри-тавралла пӑхкаларӗ, — унӑн чӑматанӗ курӑнмарӗ. Халӑхӗ — хохолсем, анчах Михайло Антонов пек юнлисем мар, ҫурри поляк, ҫурри тутарлӑскерсем. Ҫак выльӑхсене ҫул ҫинче тӑрантарса усрама хампа пӗрле пӗр пысӑк ҫыхӑ утӑ тата пӗр михӗ тырӑ илтӗм. — Кӑтарт. Унзер? Мӗншӗн кулӑшла? Пӳрнесем гашеткӑсен сивӗ алюминине туйса пыраҫҫӗ. — Ан хӑра, ачам, — терӗ Гленарван, Роберта лӑплантарса. — Апла эсир чурасем мар пуль? Вӑл, фабрикӑри чи лайӑх слесарь тата слободкӑри чи вӑйлӑ ҫын, пуҫлӑхсемпе хӑр-хар калаҫнӑ, ҫавӑнпа та сахал ӗҫлесе илнӗ, кашни праҫникрех кама та пулин хӗненӗ, ӑна никам та юратман, унран пурте хӑранӑ. Унта пулӑ шӑммисен сӑрчӗсене халӗ те курма пулать. Таврара пӗтӗмпех праҫник чухнехи пек курӑннӑ, пурте ҫутӑлса тӑнӑ, хавасланнӑ, ҫынсем те вӑл кун, чечеке ларнӑ пек, хӑйсен ӑшӗнчи чи паха туйӑмсене палӑртнӑ. — Эпӗ халӗ эсир боевой авиацине таврӑнма ӗмӗтленсе тӑрӑшни ҫинчен каламастӑп. Васкавлӑ ӗҫсем пур тесе, вӑл тухса кайрӗ те, темиҫе сехет хушши урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ. Варьӑн тӑртаннӑ тута хӗррисенче салхуллӑ хутламсем выртаҫҫӗ, аялалла усӑннӑ куҫ хупанки тӗксӗм кӑваккӑн курӑнать. — Мӗн тӗлӗнмелли пур? Хӑйсен арканнӑ карапне курсан, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсене йывӑр туйӑм пусса илчӗ. Николай Антоныч яланах педагог пулнӑ пулӗ тесех тӑраттӑм-ха эпӗ. Бомбӑсем пӑрахни хӑратайман иккен ӑна, чун-хавалне ҫеҫ хускатнӑ. — Эсӗ аттене ҫителӗклӗ пӗлместӗн, — тет Аркадий. Тата ҫавӑ паллӑ: художниксем те хӗрлӗрех тӗссене «вӗри» тӗссем, теҫҫӗ. Мӗн хывать — пурне те тӗрӗслесе пырать хӑй; татӑлма пуҫланӑ тӳмине, шӑтӑк-ҫурӑка е тата урӑх мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхе тӗл пулсан, ҫавӑнтах ҫӗле-ҫӗле лартать; ҫиплӗ йӗпе ҫӑварне хыпса, тата мӗнне те пулин хывма пуҫлать. Сӑмахран, эсӗ паллакан музыкӑллӑ хӗрсем ӗнер каҫ каласа пачӗҫ, Наполеона пирӗн казаксем тытнӑ пулать те, Петербурга ӑсатнӑ пулать, хӑвах пӗлетӗн ӗнтӗ, эпӗ ун пек хыпарсене мӗн чухлӗ ӗненнине. — Апла пулсан вара? — кӑшкӑрса ячӗ Базаров. Ҫак кун вӑл кӑнтӑрлахи апатчен ниҫта та кайма пуҫтарӑнмарӗ, тахҫантанпах хӑварса пыракан ҫырусене ҫырма шутларӗ; анчах та темшӗн ӑна крыльца ҫинчи хӑйӗн вырӑнне пӑрахса хӑварма шел пулчӗ, тӗрмене таврӑнас килмен пекех, пӳртне кӗресси килмерӗ. «Мен эсир ватӑ карчӑксенчен мӑшкӑллатӑр? Темле инкек те кӑтартма пултарать-ҫке-ха ҫав пысӑк ҫар карапӗ вӑрҫӑ пыман ҫӗрте ҫӳренӗ чух! …Ытла ҫӳлтен вӗҫме питех ӳркентеретчӗ пулин те пилӗк километр ҫурра ҫӳле хӑпартӑмӑр. Анчах унӑн чиновникӗсем магнита ҫавӑрсанах утрав аялалла халичченхинчен хӑвӑртрах аннине асӑрханӑ. Вулаканӑм, ахӑртнех, матроссем мана хирӗҫ кавар туни ҫинчен, вӗсем мана капитан каютине хупса хуни ҫинчен каласа панине астӑвать пулӗ. Ҫакӑнта хупса лартнӑ хыҫҫӑн, эпӗ кун ҫинчен маларах та асӑннӑччӗ, унта темиҫе эрне ларса ирттертӗм, ҫав вӑхӑтра эпӗ карап хӑш еннелле кайнине те пӗлме пултарайман. Ҫыран ҫине тӑратса хӑваракан матроссем мана, те шантарса, те ултавлӑ майпа, ҫак ҫӗршыв хӑш енче пулнине хамӑр та пӗлместпӗр, тесе тупа турӗҫ. Анчах богослови профессорӗпе, ҫитменнине тата ботаникӑна вӗренме кайса ҫӳрессине хирӗҫ вӑл нимӗн те калама пултарайман. Ольховка ҫыннисем пурте килӗсенче пытанса ларчӗҫ. Вара тӳрех Геркулесран: «Эсӗ ҫӗрле кашкӑра ҫисе ятӑн-и?» — тесе ыйтрӗ. Ун ҫийӗнчи фракӗ ниме юрӑхсӑр, пичӗ ҫине вара сурсах хурас килет, пӑх-ха эсӗ ӑна, мӗнле дача тытса пурӑнать! Карчӑк, ассӑн сывласа, пӳртрен тухрӗ те часах каялла арбузпа дыня йӑтса кӗчӗ. Ҫав вӑхӑтра кӗнеке страници ҫине мӗлке пырса ӳкрӗ: алӑкра Том Сойер курӑнса кайрӗ те куҫ хӗррипе вӑл кӗнеке ҫинелле пӑхса илчӗ. Кӗр вӑрмана ҫаратса хӑварчӗ, хӑйсен пӗркеленчӗк хупписене хӑмӑр мӑк айне пытарнӑ ватӑ грабсем салхуллӑ лараҫҫӗ. Казаксем хатӗрех тӑраҫҫӗ, приказ парасса кӑна кӗтеҫҫӗ. Вӑл васкамасӑр лаши ҫинчен анчӗ, йӗвенӗн чӗлпӗрне инҫетре те мар ӳссе ларнӑ уртӑш тӗмӗнчен ҫыхрӗ, ҫаплах васкамасӑр алли-урине выляткаласа утса, ҫӗре алтса тунӑ кӑмака умӗнче аппаланакан стрепке патне пычӗ, хуллен сывлӑх сунчӗ. Пурӑнатпӑр, Алёшка! — Вӑл ҫавӑнтах вӑйлӑ аллисемпе Мересьева ыталаса илчӗ. — Вӑл балра эсир пулатӑр-и? — ыйтрӗ Аркадий. — Хӑвӑрӑн интересусене пула сирӗн эпӗ мӗн ыйтнисем пирки каласа памаллах пулать. — Эсӗ ҫутта тух! Демка ывӑҫ тупанне Ҫемен сӑмси умне тыта-тыта кӑтартать; ывӑҫ тупанӗ ҫинче хӑйӗн ҫӳп-ҫаплӑ, тӑпрапа тата викӑпа хутӑштарнӑ таса мар тырӑ выртать. Ахлатса сывлӑш ҫавӑрни те, йынӑшса мӑкӑртатни те окопсенче каҫсерен илтӗнет, шӑнса та пӑшӑрханса вӗсем куҫ хупмасӑрах ҫӗр ирттереҫҫӗ. Мӗн пулчӗ сана, Яков, кутӑруҫӑн? — терӗ вӑл малалла приказчике, хулпуҫҫине сиктеркелесе (унӑн ҫакнашкал йӑла пурччӗ). Анчах, Гленарван каланӑ пекех, ҫакнашкал япалана ученӑйран килекен сӑлтав теме юрамасть. Хам лайӑхах ӑнланатӑп пулсан, Глаббдобдриб тенӗ сӑмах тухатмӑшсен е асамҫӑсен утравӗ тенине пӗлтерет. Кубрикра ҫапӑҫу пуҫланчӗ, ҫапнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, унтӑн палуба ҫине Абрагэм Грэй чупса тухрӗ. Джо ман сасса епле палласа илеймерӗ-ши, судра каласа кӑтартнӑшӑн вӑл епле-ха мана ҫапса пӑрахмарӗ-ши тесе, питех тӗлӗннӗ Том. Никам та чӗнмерӗ, пурте шухӑшларӗҫ. Итлетӗн-и? Сан мӗн пур, Чернявкин? — Пӗлетӗр-и мӗн, — терӗ Марья Николаевна ҫавӑн пекех шӑппӑн: — мана питӗ килӗшетӗр эсир, Дмитрий Павлович. Йӑла тӑрӑх тумалли юлашки ӗҫсене кардинал ывӑннӑ пек, анчах йӗркеллӗ ирттерчӗ. — Пурин ҫинчен каламастӑп, пӗлместӗп. — Пӗрне акӑлчансен чӗлхипе ҫырнӑ, иккӗшӗ — французла тата нимӗҫле ҫырнӑскерсем. Макар таптаса хытарнӑ сукмак ҫине вӑл ӗнсипе хыттӑн лаплатса ӳкнине илтрӗ. Унта Динго пӗр хускалмасӑр тӑрать, пӗр чарӑнми вӗрет. Ҫав йӗрӗнчӗк витене вӑл, шуйттан пек хӑвӑрт, пӗр кун хушшинчех туса пӗтернӗ. Ӳснӗ те пулӑттӑм! Хӗрсем, вӑл ӗҫнӗ чухне ун ҫине тӗлӗнсе кайса, хӑранӑ пекрехех пӑхса ларчӗҫ. Эпӗ хамӑн кулленхи ҫӗре те, тӗрлӗ вӑйӑ-таврашӗпе йӑпанса савӑннӑ ҫӗрте те ялан пӗрле пулнӑ шанӑҫлӑ тусӑмӑн сӑнӗ ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑратӑп. Анчах шыв кӗнипе йывӑрланнӑ кимӗ хусканулӑхне ҫухатрӗ ӗнтӗ. Халӑх ҫавӑнтах суйлава уявласа ирттерме саланчӗ, вара Остаппа Андрий халиччен курман чарусӑр ӗҫке пуҫланса кайрӗ. Эпӗ ун пичӗ шупка пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ. Ҫӑрттан мучие аран-аран ӑсатсан, Давыдов шкула кайма, шкул ҫуртне вырсарникун тӗлне праҫникри пек илемлетме мӗн кирлине вырӑнта пӗлсе палӑртма шутларӗ. Унта, хӗрлӗ шывра, йӑрӑмлӑ кит ишет. — Курӑпӑр, мӗн пулӗ… — тенӗ те вӑл шӑл витӗр сасартӑках усал лӑпкӑлӑхпа ӗнтӗркесе ларнӑ. Ҫамрӑк капитан Негорӑна Гаррисран та хытӑрах кураймасӑр тӑмалла пек ӗнтӗ. — Ҫапах та, тен, вӑл халӗ килӗнче пулӗ? — иккӗленсе ыйтрӗ Давыдов. Дик Сэнд Том кӑтартакан йывӑҫ патнелле ыткӑнчӗ. Вӑрманта ирттернӗ хӑрушла вунсакӑр куна Алексей нихҫан та ятарласа аса илмен, аса илме пуҫласан та, вӗсем ӑна аташуллӑ тӗлӗк пек курӑннӑ. Савелий, йывӑҫ тункати ҫине ларса, витӗр курӑнакан типшӗм аллисене вут патнелле тӑсрӗ. Базаров Анна Сергеевна ҫине пӑхрӗ. Ачан кӗлетки мӗншӗн ҫавӑн пек пулнине хӑвӑрт ӑнланса илчӗ те, Воропаев хӗрелсе кайрӗ, именсе, куҫӗсене урӑх еннелле пӑрчӗ. Ҫак музыкӑллӑ шавсӑр пӳлӗмре куҫсене нимӗнпе те кантарма май ҫук. Кӗнеки ӑна мӗн тума кирлине ниепле те ӑнланма ҫук: ҫав асап куракан ҫынсенчен нихӑшӗ те кӗлӗ кӗнекине те, нотисене те нихӑҫӑн уҫса пӑхмаҫҫӗ. — Тӗрӗс! Лантенака тытрӑмӑр, ыран асаплантарса вӗлеретпӗр». Эй — турӑ! Мӗн тери йӑнӑшрӑм иккен эпӗ! Ку вӑл — айккинелле чалӑшса кайнӑ пӗчӗкҫӗ пӳрт. Сирӗн шӑп та шай ҫитмӗл ҫичӗ пӑт леҫсе памалла. Паянхи кун телейсӗр пулчӗ ман! Анчах хӗрарӑмсем Киш илсе килнӗ упа ашӗ мӗнле тутлӑ иккенне каласа панӑ хыҫҫӑн ӗненменнисем те ӗненнӗ. Ун умӗн ҫеҫ тахӑшӗ йӑла-хӑнӑху вӑл, сӑмахран, табак туртни, этемрен те вӑйлӑ тесе, тавлашу пуҫласа ячӗ. «Икӗ ҫул каялла, Киевра?» терӗ Андрий, бурса пурӑнӑҫӗнчен мӗн те пулин аса илме тӑрӑшса. Ку та тӗрӗс мар. — Эпӗ пӗччен выртасшӑн. Вӑл хӑйне фортепианӑпа калама вӗрентекен амӑшӗ мӗн пама пултарнине пурне те часах вӗренсе ҫитрӗ, анчах Иохим шӑхличине те юратать. Огнянов шӑпланчӗ, Рада та пӗр сӑмах чӗнин. Барабан сасси чарӑнчӗ; гарнизон хӗҫпӑшала пӑрахрӗ. Таса турӑ амӑш ячӗпе тупа туса калатӑп! Хӑвӑртрах тӑрӑр! Мана кунта: тата виҫӗ кун хушши пурӑнмалла, тесе пӗлтерчӗҫ, мӗншӗн тесен «окази» Екатериноградран килмен-ха, ҫавӑнпа вӑл каялла кайма та пултараймасть; Вӑл — вандеецсем персе пӑрахнӑ хӗрарӑм, ӑна Тельмарш кӗлмӗҫ Эрбан-Пайль ферминче юн кӳлленчӗкӗнче тупса ҫӗр пӳртне илсе килнӗ. — Амӑшӗ пӗр 45 ҫулсене ҫитнӗскер. — терӗ Вернер, — унӑн вар-хырӑмӗ лайӑх ӗҫлет, юнӗ пӑсӑлнӑ вара; пит ҫӑмартийӗсем ҫинче хӗрлӗ пӑнчӑсем пур. Княгиньӑ сирӗн хӑтланӑвӑрсем ҫинчен каласа пачӗ, ӗнтӗ вӑл пур элексем ҫумне хӑйӗн шухӑшӗсене тӗ хушрӗ пулӗ… Йытӑ арман патне чупса ҫитрӗ те чарӑнчӗ, алӑкне шӑршларӗ, вӑрӑммӑн уласа курӑк ҫинче ҫаврӑнса ҫӳреме тытӑнчӗ. — Айтӑр эппин, тухса пӑхар, — тесе кӑшкӑрса ятӑм ура ҫине тӑрса. Вӑл аллисене туртса илмерӗ, хӑй те ман ҫине пӑхрӗ. Эпӗ хам тарассине пӗлсе тӑратӑп-ха, анчах ҫапах та, сӑмах питлӗхӗшӗн:— Ҫук, — терӗм. Ҫавӑнтах вӑл йӑмӑкӗнчен Тарас темскер ҫинчен шӑппӑн ыйтнине илтнӗ. Стапи ятлӑ ял пӗчӗкҫӗ, унта вӑтӑр килӗ ҫеҫ. Алексей, урипе ҫӑмламас упа ҫине пусса, пурттине ун пуҫ чашкинчен аран туртса кӑларнӑ. Унтан тепӗр музыкҫи хаяррӑн ҫухӑрни илтӗнчӗ. Алӑкӗсем янӑраса уҫӑлнӑ та, подъезд патӗнче хӗвӗшекен ҫынсене ҫӑварсем пек ҫӑтнӑ. Ҫапах та, ҫав сасӑсем яланхи пек мар, лӑпкӑрах пулнӑ, негрсем каҫхи вӑйӑсенче купӑспа юрӑ ҫеммисем калани те, банджопа аккомпанемент выляни те пулман. Хуҫан ҫак ӑпӑр-тапӑрне сутса ярсан, тен, курӑпӑр. — Non pas encore? — ответлерӗ Михайлов, хӑй те французла калаҫма пултарнине кӑтартас кӑмӑлпа. — Эппин, Том, кун ҫинчен Уэлдон миссиса та хӑвӑн юлташӑрсене те пӗр сӑмах та! — Ху пӗлнӗ ҫӗртех мӗншӗн манран ыйтатӑн? Ҫакӑн ҫинчен калама тытӑнтӑм та эпӗ Печорина: «Итлӗр-ха, Максим Максимович, — терӗ вӑл, — чӗрем телейсӗр манӑн: хама ҫавӑн пек пӑхса ӳстернӗ-ши вара, турӑ мана ҫавӑн пек тунӑ-ши, пӗлместӗп; ҫакна ҫеҫ пӗлсе тӑратӑп акӑ: ыттисене инкек кӳретӗп пулсан, эпӗ хам та вӗсенчен кая мар телейсӗр. Темех-им — инженер! Ҫанталӑк лайӑх тӑнине пула пассажирсем палуба ҫине тухса тулнӑ. Павел командирӑн лаши татӑк хӑлхаллӑ иккенне асӑрхарӗ. Виличчен асламӑшӗ чӗрӗччӗ, пасартан мӑкӑнь вӑрри сапнӑ ҫемҫе шушка иле-иле килетчӗ, халӗ ӗнтӗ авӑ ҫывӑрать те ҫывӑрать, ҫывӑрать те ҫывӑрать… Тимофей килчӗ те авӑ, Лушка, ним шутласа тӑмасӑр, ӑна, Давыдова, пӑрахрӗ, юратнӑ ҫынни хыҫҫӑн чупса кайрӗ. Вӗсен хушшинче Роберт Грант ҫук. Коридорсенче — хулари партипе комсомол активӗнчен пухнӑ чӗмсӗр часовойсем тӑраҫҫӗ. Ҫаврака та илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм пӳлӗм варринче, сӗтел патӗнче, кофейник айӗнчи спиртовкӑн кӑвак ҫулӑмӗ ҫине пӑхса тӑнӑ; унӑн хӗрлӗ абажур айӗнчи лампа ҫутипе ҫутатнӑ ҫара аллисем тата ачанни пек пичӗ лайӑх шаритленӗ кукӑль хуппи тӗслӗ пулса тӑнӑ. Джеммӑн тӗттӗм чӳрече тӗлӗнче, ҫӑлтӑр ҫуттинче, ӑшӑ ҫил пырса тивнӗ тӗлӗнмелле кӗлеткине, хулпуҫҫийӗсем ҫинче унӑн Олимп ҫинчи турӑсенни евӗр мрамор пек аллисен йывӑрлӑхне туйрӗ… Ним ҫинчен те калаҫмалли ҫукчӗ. Десятник пире хула тӑрӑх ертсе кайрӗ. Позднышев вара сиксе тӑчӗ те, темиҫе утӑм уткаласа, каллех ларчӗ. Икӗ енӗпе те сенкер, усӑнчӑк йывӑҫсемех лараҫҫӗ, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ вулӑсен хыҫӗнче Лось ҫав ишӗлчӗксенех курать, сывлӑш та ҫавах — ҫӳп-ҫӳхе, сулхӑнскер. — Аксель — терӗ вӑл, — эпир пысӑк ӗҫе пӗлес ҫул ҫинче тӑратпӑр. Артамонов пур ҫӗре те ӗлкӗрчӗ, — ташларӗ, кӗрешрӗ; ҫынсем ирчченех ӗҫсе-ҫисе шавларӗҫ. Кайран, хайхискер, сӗрмекупӑсне сутса ячӗ, хӗрне сафьян сӑрантан ҫӗлетнӗ ылттӑнпа тӗрсе тунӑ енчӗкпе улӑштарчӗ. Халь унӑнни пек енчӗк урӑх никамӑн та ҫук, уншӑн вӑл тем пекех савӑнать. Тархаслатӑп, сэр, хӑвӑрпа мана та илӗр. Ҫапах та пурпӗр, хӑҫан та пулин каймаллах ӗнтӗ. Пыра-пыра лаша та ывӑнса ҫитрӗ, юрттине йӑвашлатрӗ. Алҫырӑвӗсен хушшине ӑҫта та пулин вӑл хӑйӗн ятне ҫырса хӑварман-ши? — Сана мӗн ӗҫ? — терӗ ача, Саша аллинчен хӑтӑлма тӑрӑшса. Шаккатпӑр та, регулятора кӑмакана, рычагсене кӑмакана, паровоза хуллентерех яратпӑр, хамӑр анса юлатпӑр. Госпитальте хӑйсен ирӗкӗпе укҫасӑр-мӗнсӗр ӗҫлесе пире пӑхакан хӗрарӑмсем пурччӗ, ҫавсенчен пӗри мана: станцире Ленинградран килнӗ ремесленниксемпе спецшкол ачисен эшелонне куртӑм, тесе каласа пачӗ. Юрий тата Виктор Огарнов хӑнана мар, ларӑва килнӗ пек, Воропаева саламласа пуҫӗсене тайрӗҫ. Ҫаксене эпӗ мӗншӗн туса пыни ҫинчен пӗр сӑмахпа та пӗлтермерӗм. Пӗр иккӗленмелли те ҫук, Файло ҫавӑн ҫинчен калать ӗнте. — Акӑ епле, маттур, карап ҫине таврӑнма хӑҫан вӑхӑт тупнӑ, — тесе мӑкӑртатрӗ чиновник. — Эмиль! — пӳлчӗ Санин ун сӑмахне, куҫӗсемпе лавҫӑ ҫине кӑтартса, — тӑна кӗрӗр! — Ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? — терӗ вӑл йывӑррӑн кӑна, — чӑнах та вӑл иккенне… Тӗлӗнмелле этем: нихҫан та пӗр вырӑнта лармасть, яланах куҫса ҫӳрет. — Кӑна пирӗн столовӑйра пӗҫереҫҫӗ! Хутортан ҫав вӑхӑтра юланутлӑ ҫын тухни курӑнчӗ. — Ҫук, манӑн тахҫанах гувернер ҫук. Праҫниксенче ҫынсем вунӑ сехетченех ҫывӑраҫҫӗ, сумлӑраххисемпе авланнисем вара, хӑйсен чи лайӑх тумӗсене тӑхӑнса, кӑнтӑр кӗллине каяҫҫӗ, ҫул ҫинче ҫамрӑксене чиркӗве хисепе хуманшӑн вӑрҫса пыраҫҫӗ. Вӑл каллех тем ҫинчен шухӑша кайса шӑпланчӗ, анчах часах калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ вӗт пӗчӗк юмӑҫ, чир-чӗртен сиплекелетӗп. Эхер те вӑл манпа перкелешме килӗшмест пулсан — тух та сирпӗн полкран; ыйтас килет: мӗн ҫисе пурӑнӗҫ унӑн ачисем? Вӑл тытӑҫӑва тухать иккен, эпӗ ӑна тытатӑп та хырӑмне пуля шаплаттаратӑп, вара каллех ачасене нимӗн ҫыртма ҫук… — Ну, халь ӗнтӗ, — тет малалла Зеб Стумп, — эпӗ тата пӑртак хушса каласшӑн. Воропаевӑн та ҫавӑн пек пулса тухрӗ. — Вӑл шӑп та лӑпах шӑллӑм пек, — терӗ Павел Петрович. Нимрен ярса тытмалли ҫук-ҫке-ха пирӗн, акӑ ӑҫта инкек. Вӑл хӑй тахҫантанпах пӗлекен ҫӗрте паллакан ҫула шыраса тупрӗ. Чӑнах та, хӑй пурнӑҫне Гремячири пӗр-пӗр йӗкӗтпе ҫыхӑнтарас ҫуках ӗнтӗ Лушка. Пулӑн-и эсӗ манӑн тусӑмӑм, манӑн арӑмӑм? Хӑш чухне ҫав икӗ ҫын хушшинчи сассӑр тавлашу пӗрин ӑшӗнче уйрӑмах хӗрсе кайнӑ, вара кӳреннӗ ҫынни, ним хӗрхенӳсӗр пулса кайса, кӑшкӑрнӑ пекех каланӑ: «Астӑватӑн-и, эсӗ, ӳсӗрскер, ярмаркӑри ҫынсене: Авраам Исаака парне кӳнӗ пек, ывӑлӑма парне кӳтӗм тесе, Никоновӑн арҫын ачине сана така вырӑнне юри пырса хурса пачӗҫ, тесе ӳкӗнтӗн, астӑватӑн-и? Манӑн сӑнавлӑхӑм хамӑн сӑмсаран маларах курмастчӗ, манӑн вӑрттӑнлӑхӑм та, паллах, никама та улталама пултарайман; мӗнле пулсан та, Лушин тухтӑр мана часах ӑнланса илчӗ. Хӗрачи унӑн Нюрка ятлӑ. — Эсир, Сильвер, тӳрӗ ҫын пулса юлма шутланӑ пулсан, халӗ хӑвӑрӑн кухньӑрта ларнӑ пулӑттӑр, — терӗ капитан. Сана эп хӑрушӑ инкек ҫинчен систернине пӗлсех ҫыратӑп; анчах маларах е каярах, манран-и е урӑххинчен эсӗ ӑна пурпӗрех пӗлеттӗн; ҫак инкеке, турӑ хӗрхенессе шанса, ҫирӗппӗн чӑтса ирттерме тӑрӑшӑр. Ҫав самантра ҫилӗпе курайманлӑх вырӑнне ман ӑшчике темле йӗрӗнӳ ҫавӑрса илчӗ. Хисеплӗ критиксем ҫавна Конституци проекчӗн ҫитменлӗхӗ тесе шутлаҫҫӗ пулсан, уншӑн шелесси анчах юлать. Мӗнле Владимир Андреевич? Сирӗн улпутӑр Кирила Петрович Троекуров, илтетре каланине, тӑмсайсем. Пуринчен ытла ӑна ҫакӑ кӳрентернӗ: ҫенӗкре е пӳлӗмре куҫа-куҫӑн тӗл пулсан, хуняшшӗ ӑна час-часах кӑкрисенчен пуҫласа чӗркуҫҫи таранах вичкӗн куҫӗсемпе хыпашланӑ, хӑй ҫав вӑхӑтра йӗрӗнмелле тулхӑрса илнӗ. — Ҫук, тавтапуҫ. Ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Ун таврашӗнче картишӗнче ӗҫлекенсем пилӗк ҫын кӗшӗлтетеҫҫӗ те пурте кӑшкӑрашаҫҫӗ: «Купря! Пӗр енчен илсен, ача пӗтӗм чунӗпе музыка патнелле туртӑнни ку тӗлӗшпе ун пултарулӑхӗ пысӑк пулнине пӗлтерет, ҫапла вара, унӑн малашнехи пуласлӑхне те самаях палӑртать. Тепӗр енчен, ҫакна пӗлсе тӑнипе пӗрлех, ватӑ салтакӑн чӗринче темшӗн ӗмӗт татӑлнӑ пек туйӑнни те курӑнсах тӑрать. Кӑмакаран пӗчӗк кӑвар кӑларса чикарккине чӗртрӗ те вӑл, ура ҫине тӑчӗ. Челкаш, куллине мӑйӑх айне пытарса, сӑпайлӑ сӑн-питпе ларчӗ. Аркадий ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, алӑк патӗнче хура платье тӑхӑннӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм чарӑнса тӑнине курчӗ. — Аван выльӑх, маттур выльӑх! — тет вӑл. Ӗнтӗ вӗсем апат-ҫимӗҫ лартса тултарнӑ сӗтелсем хушшине вырнаҫнӑ, симӗс курӑкпа тата шултра раксемпе илемлетнӗ тем пысӑкӑш осётр ҫине куҫӗсене ҫулантарса, юратуллӑн пӑхнӑ. Ҫав вырӑнта сӑртӑн ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл метр яхӑн пулнӑ. Апат ҫиес килми пулнӑ, хырам выҫҫи ҫав териех асаплантармасть. — Графскине илсе ҫитермелле-и сире, ваше благородие? Ҫывратӑн-им? Ан тыткала-ха эсӗ, ах, тамаша! — Василиса Егоровна! Анчах куҫса ҫӳрекен цирк картини ун куҫӗ умне ҫӗнӗрен тухса тӑчӗ. Чикӗ леш енче пурӑнакан манӑн туссенчен пӗри ҫырать. — Пӗлетӗп сире эпӗ, — йӗкӗлтетсе хирӗҫлерӗ леҫник. Ҫутҫанталӑк мӗнешкел япаласем тӑвать! Вара калама ҫук хӑрушӑ тавлашу пуҫланса каять. Вӑл хӑй те ӗлӗк приказчик пулнӑскер, вӑл пурне те чухлать. Садсенче пӗрмай тутлӑ шӑршӑ тӑрать, унта хурт ҫинипе тата ҫил силленипе ӳкнӗ сарӑ та хӗрлӗ панулмисене пуҫтарса ачасем янтӑраҫҫӗ. Кама тата мӗн пирки тискеррӗн кураймасть? Марьяна ун ҫине сӑнаса хытӑ пӑхрӗ, вара вӑл хӑрани те иртсе кайнӑ пек пулчӗ. Ҫумӑрпа пӑр та ҫӳлтен аялалла ҫӑваҫҫӗ, пӗлӗтрен Ҫӗр ҫине анаҫҫӗ. Хӑйне ҫӑлса хӑварас туйӑм ӑна хӑвӑрт тавҫӑрса илме хушрӗ: «Суять-и ку? Юри калаҫать-и? Мана тытма капкӑн лартать-и? Е чӑнах та ӑнланмасть-и, ухмах?» — Бекки! Ну, мӗн те пулин кала-ха? Эх, пурнӑҫ!» — терӗ те, ирхи ыйӑхне ҫывӑрса картне лартма пӳртне кӗрсе кайрӗ. — Мана ӗнер Егор Иванович ӑна кӑларса янӑ хыпар турӗ, анчах сирӗн ҫинчен эпӗ пӗлмен… Кун пек эмел халь шӑпах Муани-Лунгӑна кирлӗ, тем пирки-ҫке ун кӑмӑлӗ пӑсӑлса ҫеҫ тӑрать. — Кунта тырӑ хатӗрлевӗ валли тата икҫӗр пӑта яхӑн тултарса хума пулать-ха, — терӗ Демка Ушаков, чӗркуҫҫи таранах тулӑ ӑшӗнче ашса ҫӳренӗ май. Халӗ маркизӑн вӑрмана кӗрсе пытанасси кӑна юлчӗ. Унӑн тумтирне улӑштарса тӑхӑнасси ҫинчен шухӑшламалли ҫук. Козаксем хӑйсене хӑваланӑран ултӑ кун хушши пӗчӗк ҫулсемпе чакрӗҫ; халиччен нихӑҫан пулман пек хытӑ тарнӑран утсем аран-аран чӑтса козаксене ҫӑлаҫҫӗ. Мӗн каласшӑн эсир кунпа? Анчах вӑл, усал чун, тарса пытаннӑ пулсан, халӗ кама пемелле-ха ӗнтӗ? Хамӑнне йӗпетсе пӗтертӗм. Каялла таврӑнса, хайӗн курӑклӑ вырӑнӗ ҫине выртсан, сунарҫӑ каллех утиялне туртса витӗнчӗ те ҫапла мӑкӑртатса илчӗ: — Ҫӗлен ҫур сехет хушшинче ҫав Ирландири ухмах ҫине шуса хӑпармасть пулсан, Зеб Стумп ухмах вара. Эпӗ унта ромпа ҫеҫ пурӑнаттӑм, ҫапла! Ром маншӑн аш-какай та, шыв та, арӑм та, тус та пулнӑ. Е халӗ ром ӗҫмесен, эпӗ тӑвӑл ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахнӑ кивӗ карап пек пулатӑп. Вара манӑн юн сан ҫинче, Джим, тата ҫав хыт шӑпӑр доктор ҫинче пулӗ. Вӑл вара каллех хыттӑн вӑрҫма тытӑнчӗ. Ҫав экспедици пит аслӑ та историллӗ экспедици, терӗ вӑл, «унта пурте лайӑх пултӑр» тесе хӑй питӗ нумай ӗҫлени ҫинчен каларӗ. Мана вӗлерсе эсӗ мана сыхлама ху аллӑна шанса панӑ ҫынсене улталатӑн. Хӑйсене корольсемпе герцогсем тесе чӗнтерес килет пулсан, ан тив, йӑпанччӑр, вӑрҫса-харкашса ан кансӗрлеччӗр кӑна; хам тавҫӑрса илнине эпӗ Джима та калама нуши ҫук терӗм, ҫавӑнпа нимӗн те шарламарӑм. Хӑш-пӗрисем ӗмӗр тӑршшӗпех ним чул та ӗҫлемеҫҫӗ, ҫапах ӗҫлекенсенчен лайӑхрах пурӑнаҫҫӗ… Чирлемен-и эсӗ, Маша? — тенисем унӑн чӗрине ҫурнӑ. Аннушкӑна самӑр хӗр пек, ансӑр ҫамкаллӑ, тӑртаннӑ куҫлӑ, шӗвӗр каҫӑр сӑмсаллӑ тунӑ. Ку шыравсем вӗсем ахаль кӑна, кайран хӑвна ху ӳпкелешмелли ан пултӑр тесе ҫеҫ, пулса пыраҫҫӗ. Каҫпа «Дункан», хӗвел аннӑ вӑхӑтра хӑй хӑш тӗле ҫитнӗ вырӑнтан аякка каяс мар тесе, якӑр ярса ларчӗ, е урӑхла каласан, дрейфа выртрӗ, ирпе вара ҫыран хӗррисене нимӗн юлмиччен тӗрӗслесе тухрӗҫ. Ҫапла майпен-майпен малалла кайса, яхта декабрӗн 20-мӗшӗнче тин Бернуили сӑмсахне сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, ҫула май ӑна «Британин» ҫӗмрӗк ванчӑкӗсем ниҫта та тӗл пулмарӗҫ. Анчах мӗн тумаллаччӗ-ха ҫак хир чечекӗн Америкӑн шарласа тӑракан авӑрӗнче? Заметкӑсем. Пӗчченех! — васкавлӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра илчӗ вӑл, нимӗҫсем ҫакмалли пӑяв йӑлипе темскер аппаланнӑ хушӑра. Кансӗрлеҫҫӗ. Икӗ ҫул каярах вӑл Африкӑри Конго шывӗн варринче выҫӑпа виле пуҫланӑ йытта тӗл пулнӑ. Атӑ тӑхӑннипе, тӑрӑшса тумланнипе, аллине чӑпӑркка тытманнипе, хул айне хутаҫ ҫакманнипе ытла улшӑнса кайнӑ вӑл, ҫавӑнпа ӑна ватӑ казаксем те нумайӑшӗ пӗрре пӑхнипех палласа илеймерӗҫ, унпа таҫтан килнӗ палламан ҫын вырӑнне шутласа саламлашрӗҫ. Эпӗ ҫакӑнпа усӑ курса вӗсен шлюпкисене пӗтерме шутланӑччӗ, анчах Сильвер хӑйӗн шайкипе инҫех мар тӑрассинчен тата хамӑр ытлашшине шанса нимӗнсӗр тӑрса юлассинчен хӑрарӑм. — Пачах лекци мар, — терӗ те Берсенев хӗрелсе кайрӗ: — эпӗ. Ку хутра самолет малтан пысӑках мар бомба пӑрахрӗ, ун хыҫҫӑн пулеметран пеме тытӑнчӗ, анчах поварсем каллех кухня патӗнчен ниҫта та каймарӗҫ, Штрауса вылякан поварӗ купӑсне кӑларчӗ те вальсӑн темиҫе сыпӑкне выляса пачӗ. Хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинче ӗҫлеме те ҫӑмӑлрах — унта ачасемпе вӑйсӑртарах хӗрарӑмсене ярас, тетпӗр. — Ӑҫта? — Vernichten! — кӗскен приказ панӑ фон-Гротт. Тата икӗ сехет иртрӗ. Ун чухнехи йӗркесем тӑрӑх строя унӑн хӑйӗн лашипе тӑмалла пулнӑ. Летчик мар-и тата? — Манӑн сире нимӗн те каламалли ҫук, хаклӑ падре. Ӑна тӗрӗссипех ҫӗлен-калтасен кит пуллийӗ теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл кит пекех хӑвӑрт ишсе ҫӳрет, ҫавӑн пекех пысӑк. — Чӑн та, мӗскӗн ачам, ҫак ҫул юппине ҫитсен эсӗ вилнӗ пекех йӑванса ӳкетӗн пулӗ тесе, сана чӗртме хамӑн юлашки шыв тумламне ӗҫмесӗр усрарӑм. Эпӗ вӑл ман ҫинчен мӗн каланине илтрӗм, анчах алла варалас килмерӗ. Эпӗ тавлашусене юратмастӑп, вӗсене итлеме пӗлместӗп, мана ҫынсен тарӑхса кайнӑ ӑсӗсем пӗр енчен тепӗр еннелле сиккеленине сӑнаса пыма йывӑр, тата мана тавлашакансем пӗр хӑйсене кӑна юратни курӑнсах тӑни тарӑхтарать. Совет влаҫӗ ҫак ӗҫри йывӑрлӑхсене курмасӑр тӑма пултарайман. Тӳпере ҫакӑн пек хӑвӑрт ҫӳренӗшӗн ӑна пӗлӗтри хыпарҫӑ турӑ — Меркурий тесе ят панӑ. Меркурий — пӗчӗк планета. Тӗмӗсем хушшинче чӑн-чӑн ищейка йытӑ пек тустарса ҫӳрекен Роберт курӑк тымарӗсенчен ҫавӑрса тунӑ йӑвара пӗр мӑшӑр кайӑк тупрӗ. Кайӑкӗсем чӑх евӗрлӗ, анчах ҫуначӗсемпе хӳрисем ҫук, урисем тӑватшар пӳрнеллӗ, сӑмсисем, бекасӑнни пек, вӑрӑм, ҫӑра тӗкӗсем хӑмӑртарах тӗслӗ; ҫак тӗлӗнтерекен кайӑксен тӗкӗсене ҫӳҫ теме те пулать. — Ман хӗрӗм, ҫав тери ӑслӑскер, вӑшӑл-вашӑлскер, йӑлтах вилнӗ амӑшне хунӑ, — терӗ вӑл палӑрмаллах кӑмӑллӑн пулса. Е, тӗслӗхрен, ҫакнашкал ӗҫе илер: ӗлӗкхи вӑхӑтра пирӗн хуторта пӗр ҫамрӑк учитель пурӑнатчӗ. — Ҫырура мӑнкун эрни тухиччен тенӗ. Джимпа иксӗмӗр эпир нихҫан та кун пек пуян пулса курман. Эпӗ итлӗп. Тинкерсе пӑхакан манахсем мана шухӑшпа мӗнле ҫынсен шутне кӗртрӗҫ-ши? — Манӑн нимӗнпе те шӗветмен спирт ӗҫмелле. Тата пӗлетӗн-и, эп ӗненсех пурӑнатӑп: эпир пӗр-пӗрине юратнӑ чух пирӗншӗн нимӗн те хӑрушӑ мар», тенӗ вӑл. — Чимер-ха, ҫакнашкал чаплӑ япалана! Эпӗ хам ҫакӑнпа килӗшменни ҫинчен пӗлтерме тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп. Пуҫӗнче конфедератка-картуз. Картузӗ ҫинче шурӑ ӑмӑрткайӑк, пустав погонсем ҫинче ӑмӑрткайӑксем, ҫухави ҫинчи петлицӑсем ҫинче шурӑ ӑмӑрткайӑксем, анчах вӗсем салтака пӗрре те ӑшӑтмаҫҫӗ. Шартлама сивӗ ӑна витӗрех ҫапнӑ. — Суятӑн? Хумлӑ-хумлӑ тавракурӑм ҫийӗн тӗтӗм тӗслӗ тӗтре йӑрӑмланса вылять. Дик Сэндпа ун юлташӗсем, паллах, ревунсен хӑнӑхӑвӗ пирки сӗм те тӗшмӗртмерӗҫ, кӑшт та пулин пӗлнӗ пулсан, упӑтесем чӗмсӗрленнинчен пит тӗлӗннӗ пулӗччӗҫ. Халь-халь ӗрӗхсе каякан лаша пек кӗтсе тӑракан Тарас: «Мӗнле? ӑнӑҫлӑ пулчӗ-и?» тесе ыйтрӗ. Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче кун пеккисем хӑш-пӗр чухне чылаях пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та патагонецшӑн пулсан, вӑл нимӗн те кӗтмен япала мар. Талькавшӑн ҫак вӑкӑрсен масарӗ малалла питӗ асӑрханса ҫӳремелли ҫинчен кӑна астутарни пулчӗ. Ҫак темӗн пысӑкӑш гекатомбӑпа авалхи юнӗҫен турӑсенчен чи ӗмӗтсӗрри те тӑраннӑ пулӗччӗ. — Мӗншӗн? Тута хӗррисемпе йӑл кулкаласа, вӑл тыткӑнри ҫын ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ, унтан ял варринелле аллипе сулчӗ. Хуҫипе хӑнисем йытӑ витисен картине кайнӑ. Унта пилекҫӗр ытла вӗшле йытӑ, сунар йыттисем, тутӑ та ӑшӑ пурӑнӑҫшӑн хӑйсен чӗлхипе Кирила Петрович тараватлӑхне мухтаса пурӑннӑ. Служивый авӑ, шурӑ перчетке тӑхӑннӑ. Паллах, темскер пулса иртрӗ. Шкулта вӗренекен ҫирӗм пилӗк ача хӑйсене панӑ урокӗсене шавласа вӗренсе ларни, вӗсем мӑкӑртатни вӗллери пыл хурчӗсем сӗрлене евӗрех чуна ҫывӑрттарса ярать. Вӑл хӑйне питӗ лайӑх тытнӑ тенипе пурте килӗшрӗҫ, ҫавна шута илмеллех, ӑна уншӑн мӗнле те пулин тав тумалла терӗҫ. Халӗ, хурарах сӑнлӑ тӗреклӗ лётчик хӑйӗн хитре мӑшӑрне илемлӗн ҫавӑрса ташлаттарнине сӑнаса ларса, вӑл ҫакна ниепле те ӗненесшӗн пулмарӗ, ӑна ку темле ултав пек туйӑнчӗ. Мӗн пулса тухрӗ-ха? Хӑна пӳлӗмӗнче ҫап-ҫутӑ, хулари ятлӑ ҫынсем пурте унта пуҫтарӑннӑ. — Унта чӗрӗ юлӑпӑр хӑть. Унӑн кашни сӑмахӗ манӑн чӗрене касса кӗрет. Вӑл пушӑ вырӑнсене хыпашласа тупрӗ те барабана ҫавӑрчӗ. Рада калама ӗлкӗреймерӗ пулин те, вӑл тата мӗн-мӗн кирлӗ пуласса та сиснӗ иккен: ҫыхӑрах пӗр ҫавра ҫӑкӑр пур, сюртук кӗсйине ҫӗр грошӑ укҫа чикнӗ. Вӑл Кандова палласа илчӗ. Швабрин ман патӑма пычӗ; вӑл хамӑр хушӑра пулса иртни пирки питех те кулянчӗ; пӗтӗмпех эпӗ хам айӑплӑ пулнӑ кунта, тесе, йышӑнчӗ те пулса иртнӗ ӗҫсене манма ыйтрӗ. Сарӑ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк боец Мартьянов ун сӑмахне пӳлсе хучӗ: — Тӗллесе пырать-и? Унтан — иккӗмӗш пункт — эсир мана, хам договор тунӑшӑн айӑплатӑр. Эсир хӑвӑрах мана ку договора тума чӗркуҫҫи ҫине ларса йӑлӑнтӑр-ҫке. — Эсӗ те ҫапла тӑвасшӑн, — тенӗ старик ывӑлне. Вӗсем партизанла вӑрҫаҫҫӗ: пысӑк ҫапӑҫусене кӗмесӗр, пӗчӗк отрядсемпе колонисен пурлӑхӗсем ҫине тапӑнаҫҫӗ. Пӳртре пурте ҫывӑраҫҫӗ, Панкратов ҫаплах юлашки тӑватӑ уйӑх хушшинче пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа ларать. — Ҫитӗ сана Лазарь юррине тӑсма, — каллех пӳлсе хучӗ Базаров. Ӑслӑ! Ирччен кӗтсе тӑрса кун ҫутипе тарма та май ҫук, майӗ пулнӑ пулсан та Огняновӑн тинех Бяла Черквана кайма тивӗҫӗ ҫук. Вӗсенчен пӗри леш тухтӑр, тепри — кавир пуставӗнчен ҫӗленӗ кивӗ саквояж йӑтнӑ вылянчӑк куҫлӑ джентльмен пулчӗ; вӑл тин кӑна пӑрахут ҫинчен тухнӑ-мӗн; тухтӑрпа иккӗшӗ шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, хушӑран-хушӑ король ҫине пӑхса илеҫҫӗ те пуҫӗсене суллакалаҫҫӗ. Ку этем Луисвила ӗҫпе кайса килнӗ Леви Белл адвокат-мӗн; виҫҫӗмӗшӗ — сарлака хулпуҫҫиллӗ кӗрнек этем, паҫӑр пӗчӗк старик ҫывӑхне пырса вӑл мӗн каланине тимлесех итленӗскер, халӗ король сӑмахне ҫавӑн пекех тимлӗн тӑнлать. Часах вӗсем пӗр ҫавӑн пек шӑтӑк патне пырса тӑнӑ та пӗр утӑм та малалла кайма пултарайман. «Эсӗ халтан кайрӑн пулсан, кан та каллех пуҫла, эпӗ кӗтетӗп, манӑн васкамалли ҫук. Эпӗ п-пӗлмен те, эсир, сирӗн преосвященство, япшарлӑх вӑл христиансен чи ырӑ тивӗҫлӗхӗсенчен пери пулать, тесе шутлатӑр иккен. — Па-чах. Унта часах пӗтӗм Англипе Америка куҫса килӗ ак. Вӑл ӗнтӗ старик ҫинчен ҫӳрекен сӑмахсене те, вӗсем чӑн тесе хӑй паҫӑр анчах ӗненнине те йӑлтах манса кайнӑ. — Цимбал, Опанас Иванович? — Мур илесшӗ! — тет король, — ӑҫта хума пултарнӑ-ха вӑл тӑватҫӗр вунпилӗк долларне? Унӑн ҫийӗнчи тӗксӗмрех кӗпине йӑлт ҫурса, таткаласа тӑкнӑ, ҫӗтӗк витӗр хӗнесе кӑвакартса пӗтернӗ ӳчӗ курӑнать. Паян правлени членне триер илме Тубянскине ятӑм. — Кун пек чухне илӗртӳ туртӑмӗ сӑмах вырӑнаҫулӑрах, — пӳлсе хучӗ Базаров; унӑн лӑпкӑ та янӑравсӑр сассинче вӗчӗхӳ вӗресе тӑни сисӗнчӗ. — Хырӑму та выҫӑ пуль-ха тетӗп. Хӗрарӑмсем ман патӑма уставщика илсе пычӗҫ, пытармах мана шут тытнӑ; илтетӗп: вӑл ют тӗнлӗ ҫынсемпе ӗҫсе ҫинӗ, хӗр-арӑмсемпе ҫӳренӗ, ҫынсем вӗлернӗ, типӗ тытман, балалайкӑпа вылянӑ, теҫҫӗ. Манӑн вӗсене вӗлерес килмест! Вӑл пӗтӗм чӗререн кулать, кулни вара ахаль те хитре хӗрачана пушшех илемлетсе ярать. Андрий хыпӑнса ӳкрӗ. Тапӑнакансем хӳме урлӑ упӑтесем пек каҫаҫҫӗ. Любочка пӗр минута шӑп пулчӗ, вара сасартӑк унӑн куҫӗсем ҫине куҫҫуль тумламӗсем персе тухрӗҫ. Автор Лагадӑри Аслӑ академине курса ҫӳрет. Ваҫили Андрейч ӑна вӗҫертсе янӑ, Мухортыя каллех ӗлӗкхи вырӑнне, ҫуна пуҫӗнчи тимӗртен кӑкарса лартнӑ; лаша ҫинчи ҫуна ҫиттине тата кутлӑхпа ӗнерчӗкне тӳрлетсе ярас тесе, лаша ҫумӗн пынӑ чух, вӑл ҫунара темӗскер тапраннине курнӑ: юр ӑшӗнчен Миките пуҫӗ курӑнса кайнӑ. Унӑн хура куҫхаршиллӗ тӗттӗмрех кӑвак, тарӑн шухӑшлӑ куҫӗсем Корнуэллра ҫуралнӑ амӑш куҫӗсем пекех пулнӑ. Монтанелли, ҫав куҫсем ҫине пӑхас мар тесе, пӑрӑнарах ларчӗ. Кун числосӑр пулчӗ. Паян хам камне палӑртмасӑр Невски проспектпа ҫӳрерӗм. Николай ҫакна асӑрхасран вӑл аллисене ирӗккӗн ячӗ. — Ку ман йӑмӑк, Игнатьева юлташ. Эс ан хӑра, иртсе кайрӗ ӗнтӗ… Мӗн апатлантармалли пур ҫавӑн пек сехетре!.. Вӑл чӑнах та магазина тухрӗ, чӑнах та сут тума тытӑнчӗ, урӑхла каласан, магазина кӗнӗ икӗ хӗрачана пӗр кӗренке канфет вырӑнне, ҫур хак ҫеҫ илсе, икӗ кӗренке парса ячӗ. Вӑл ҫакна асӑрхарӗ: пӗр вӗҫӗмсӗр каялла чакса килни салтаксене чӑтма ҫук ывӑнтарса ҫитернӗ иккен. — Калаҫмастӑп! Темӗн чухлӗ кавирччӗ, анчах пӗр хӗрлӗ хунар ҫеҫ ҫунатчӗ, ҫӗнӗ пианино ҫуталса ларать, хӗрлӗ каркӑҫсемлӗ икӗ чӳрече, — пӗтӗмпех-пӗтӗмпех хӗрлӗччӗ. Кунтан вӑл пур еннелле те пӑхса тухрӗ, юлашкинчен тинех кам юрланине шыраса тупрӗ. Икӗ ҫул каярах, ҫӗрле, Кондрат Майданников, ҫав вӑхӑтра Мускавра Пӗтӗм Российӑри Советсен съездӗнче пулнӑскер, Хӗрлӗ площаде пынӑччӗ. Эпӗ хама асаплантарасси хупса усранипе пӗтет тесе шанма пуҫларӑм, тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса вӑй илнӗрен, кантӑксен шартлама сивӗ ӳкернӗ тӗррисем ҫинче вылякан хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑран тата урамсенче кӑнтӑрла илтӗнекен яланхи шӑв-шав пуҫланнӑран ман шухӑшсем лӑплана пуҫларӗҫ. — Эппин эсир, чорбаджи, пӑлхава хатӗрленместӗр-и? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ хӑрах куҫли. Ҫав вӑхӑтра, ку ыйтусене хавхалансах сӳтсе-явнӑ чухне, пичче пит те кӳренсе кӑмӑлсӑрланчӗ. Сасартӑк бойница тӗлӗнче, тул енчен, ҫын кӗлетки ӳссе тӑчӗ. Сире, господин Макс Либерсмут, эпӗ ҫавӑн пекех ҫырса хутӑм. Унӑн хушамачӗ Корчагин Павел Андреевич. Ҫитменнине тата манӑн его величество мана Блефуску императорӗ патне кайса курма ирӗк панӑ хут та пурччӗ. Ҫавӑнпа виҫӗ талӑк тулассине кӗтсе тӑмасӑрах эпӗ секретарь тусӑм патне ҫыру ҫырса ятӑм, император ирӗк панипе эпӗ Блефускуна тухса каятӑп, тесе пӗлтертӗм. Унран ответ илессе кӗтмесӗрех эпӗ ҫав ирхинех тинӗс хӗррине, пирӗн флот якӑр ярса тӑнӑ ҫӗре, кайрӑм. Кунтан ак ҫак ҫулпа кайӑр, — аллипе сылтӑмалла сулса кӑтартрӗ вӑл, — унтан вара вӑрман хӗррипе. Самолёт моторӗ хӑйӗн кӑкӑрӗнче ӗҫлесе тӑнӑ пекех туйӑнчӗ ӑна. Вӑл самолёт ҫунаттисене, хӳре рулӗсене пӗтӗм шӑмшакӗпе туйса тӑчӗ, протезсем те чӑн-чӑн урасем пулса тӑнӑ пекех туйӑнчӗ, вӗсем ҫакӑн пек хӑвӑрттӑн малалла ыткӑнса пынӑ чух машинӑпа пӗтӗҫсе ларма кансӗрлемерӗҫ. Вӑт халӗ ӗнтӗ эсир пӗр труках вӑрҫӑ мӗн иккенне курса таврӑнатӑр, — терӗ батарея командирӗ, йӑвашшӑн йӑл кулнӑ май нимӗнле мар пулса кайнӑ прапорщик ҫине пӑхса: — анчах та хӑвӑртрах пуҫтарӑнӑр. Акӑ эпӗ магазин алӑкӗ патнелле ыткӑнатӑп, анчах та пурте пушанса юлнӑ ӗнтӗ, тӗттӗм, кӗленче е алӑк ҫине вара «хупӑ» тесе ҫырса хунӑ. Тӗлӗнмелле — куҫа курӑнакан япала ҫухалмарӗ. Куратӑр-и: рак хуранӗсем. Анчах акӑ старик, ку таранччен ним хускалмасӑр тӑраканскер, хӑй ҫулне кура мар вӑр-варрӑн ҫаврӑнса, туппа хирӗҫ ыткӑнчӗ. Ҫакӑн пек вӗсен, сыхлавҫӑ-хавильдар пушшине туянса, хӗртсе пӑхакан хӗвел айӗнче ҫӗршер миля утмалла. — Ман шӑллӑм мистер Джеральда каҫарчӗ, — терӗ малалла Луиза Пойндекстер, тарӑхнипе ыйту парассине кӗтмесӗр. Сирӗн те пулнӑ-ха та вӑл хавхалану, — тесе асӑрхаттарчӗ ӑна Леноре фрау, анчах сирӗн… Унсӑр пуҫне, Уэлдон миссис сӗннипе, Дик Сэнд карап ҫинче мӗн чухлӗ тупнӑ, ҫавӑн чухлӗ укҫа илчӗ, — пилӗкҫӗр доллара яхӑн. Таврари пурӑнӑҫ епле иртсе пынине курмастчӗ пулин те, вӑл часах та ку булочнӑйра ытти ҫӗрти пек мар пулнине сисрӗ: магазинра ку ӗҫе тума пултарайман хӗрсем — хуҫа йӑмӑкӗпе унӑн юлташӗ, пысӑк, хӗрлӗ питлӗ, ачаш куҫлӑ хӗр сутӑ тӑваҫҫӗ. — Мӗншӗн-ха апла, ман юратнӑ тусӑм? — тесе ыйтрӗ майор. Панков алӑкра чарӑнса тӑчӗ те ман еннелле ҫаврӑнса: — Хӑравҫӑ мар иккен эсӗ! Диаз тӗрмере-и? Инҫе ҫула кайма хатӗрленнӗ чухнех Магеллан тӑшманӗсем ӑна ещӗкри сухари вырӑнне тӗрлӗ ҫӗрӗшнӗ япала тултарса янӑ пулнӑ иккен. — Ҫапла ҫав! — вӗрентӳллӗн каланӑ Фома, йӗкӗт хӑйӗн сӑмахӗнчен чакнӑшӑн кӑмӑлланса. Ытти ҫӗрсенче те юлташланни пулнӑ, анчах Вырӑс ҫӗрӗнчи пек юлташсем пулман. Иудин йывӑҫӗн вӑрӑм турачӗсем вӗтӗ те ҫӑра чечексемпе витӗнчӗҫ те аякран пысӑк кӑвак мерченсем пек курӑнаҫҫӗ. Паганель урӑх пӗр сӑмах та чӗнме пултараймарӗ. Самантлӑха ӑна Шурочка аса килчӗ, — питӗ вӑйлӑскер, питӗ мӑнаҫлӑскер те илемлӗскер, — темӗн ачашшӑн, пылаккӑн та шанчӑксӑррӑн сурса, нӑйӑлтатса кайрӗ вара унӑн чӗре таврашӗнче. Кавказра пирӗн пурте ачаранах вӗренеҫҫӗ. Хулӑсемпе, така тушкисемпе, шывпа. Кунта тытӑнса тӑма юрамасть. Вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗринчен уйрӑлса курман пекех, калаҫу ҫыхӑнса кайрӗ. — Турӑ пӗлет-и тен, барин, — терӗ вӑл, хӑй вырӑнне ларса, — лав тес — лав мар, йывӑҫ тес — йывӑҫ мар, хӑй мӗкӗлтетнӗ пек туйӑнать. Тоня чылай каҫ пулсан ҫеҫ тавӑрӑнчӗ. Аркадий ямшӑка хӗрсе кайнӑ лашисене чарма хушрӗ, тӑрантас ҫинчен сиксе анчӗ те, ун патне пычӗ. Калама ҫук ултавҫӑ ҫав Бустрапа! — Вӑл Павел аллине чӑмӑртаса хыттӑн силлерӗ, амӑшне хулпуҫҫинчен тытса:— Чей ӗҫтеретӗн-и? — терӗ. Мур илесшӗ, килни аван-ха вӑл! Культурӑн ҫӳллӗхӗ яланах ӗҫе юратнинчен тӳреммӗн килсе тӑрать… Чӗрӗк сехет хушши юхӑмпа кӗрешнӗ хыҫҫӑн вӑл сулахай ҫырана тухрӗ те унта Уэлдон миссиспа Джека, Бенедикт пиччене курчӗ — кунта вӗсене Геркулес васкатса илсе килчӗ. Ҫӳҫ кӑтрине ҫеҫ, вӑрӑм ҫӳҫ кӑтрине тата шыв ҫинчи хур акӑш евӗрлӗ кӑкӑра, юр пек шап-шурӑ мӑя, хулпуҫҫисене, ӑсран тухиччен чуптумалли пит-куҫа ҫеҫ курать. Хуть ӑҫта пӑх — пур ҫӗрте те пуш-пушах, вилсе пӗтнӗ пек. Капитан Тонкинра пулнӑ, Англие каялла таврӑннӑ чух карапне ҫил ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле ҫурҫӗр широтин 44°-пе долготан 143° патне илсе кайнӑ. Анчах, пуҫа ыраттартӑм пулин те, мана чи малтан ура ҫине тӑма май килчӗ; Гэндс ҫине виле йӑтӑнса ӳкнӗ мӗн. Ӑшӑ сывлӑшра вӑрӑмтунасем нӑйлаҫҫӗ, хӑярсен, панулмисен, калемпӗрсен тутлӑ шӑршисене ҫӗр ҫине никам та мар, шӑпах вӑрӑмтунасем сарса ҫӳреҫҫӗ тейӗн. — Халех акӑ унӑн чӑн-чӑн вӑйне пӗлӗпӗр, — терӗ комендант. — Кунталла сӗтӗрсе кил! — кӑшкӑрчӗ Ерофей Кузьмич карта патӗнчен. Хӑй каллех кайрӗ вӗт-ха! 3. Пир тетрадь, унта ӳкерсе илнисемпе тӗрлӗрен шутланисем. Гальмало юлнӑ какая сухари миххине чиксе, хулпуҫҫи ҫине уртса ячӗ те:— Монсеньор, мӗн хушатӑр: сире ҫул кӑтартмалла-и е сирӗн хыҫран утас-и? — тесе ыйтрӗ. Унтан вӑл ҫырансене ҫаратать. Негоро — е нимрен те шикленмен ҫын, е ҫак хӑрушӑ паллӑсене ӑнланмасть — хӑйне питӗ лӑпкӑ тытать. Дениска хавассӑн шӑхӑрчӗ те лашасене пушӑпа туртса ҫапрӗ. Пурте тӗлӗнмелле фокусника кайса курма хатӗрленеҫҫӗ; Лиговская княгиньӑн хӗрӗ сывӑ мар пулин те билет илнӗ. Ҫав вӑхӑтра Ваҫили Андрейч лашине хӑй тытнӑ еннеллех хӑваланӑ, вӑл ӑна урисемпе те тапнӑ, чӗлпӗрӗпе те туртнӑ. Никитски хапха патӗнче пурӑнакан нимӗҫсем ӑна пурте тенӗ пекех пӗлнӗ: хӑшӗсем Юрко патӗнче вырсарни кун выртса тунти кун ҫеҫ тухса каяканӗсем те пулнӑ. Тырӑ енӗпе ӗҫе татса парсан — пире пулӑшма тытӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫавӑн пек пулнине курса, амӑшӗ тӳрех хӑй ҫак пӳлӗмсенче кирлӗ вырӑнта иккенне туйса илчӗ. — Ытти енчен те эсӗ тӗрӗс мар калатӑн: вӑл сана пӑртак та хирӗҫ мар, хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ҫынсемпе те туслӑн калаҫать… ҫакна эпӗ пӗлетӗп. Кунта вӗсен килес кунӑн пирвайхи ҫутисем Ваихити-Рэндж тӑрнашкисем ҫинче палӑрма пуҫличченех лармалла. Карчӑк тем каласшӑнччӗ, анчах сасартӑках шӑпланчӗ, питне тутӑрпа хупларӗ те, аллипе сулса, пӳлӗмрен тухрӗ. — Эсир мана ҫакна вулаттарас тетӗр-и? — ыйтрӗ Артур. (Ҫак сӑмахсене каласан, Салли аппа мана: «Ҫук, эсӗ мана малтанхи пек Салли аппа тесех чӗн, — терӗ, — эпӗ хӑнӑхнӑ, урӑхла чӗнме кирлӗ мар!») Салли аппа мана Том Сойер вырӑнне йышӑннипе манӑн килӗшмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен урӑх май ҫукчӗ, эпӗ пӗлетӗп, кун пеккишӗн Том кӳренмест, савӑнать кӑна, мӗншӗн тесен кунта темӗнле пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑх пур пек туйӑнать, кун пеккинчен Том пысӑк мыскара та шухӑшласа кӑларма пултарать. Мӑнкӑмӑллӑ Вудли Пойндекстер унтан йӗрӗннӗ, ҫакӑнпа пӗрлех унтан хӑрасарах та тӑнӑ. Унтан ун шухӑшне аран анчах палӑракан курӑнусем карса илеҫҫӗ. — Малалла мӗн? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ Давыдов. Ун пеккисене пулӑшма та йывӑр; Кунта мӑйракасем акаҫҫӗ, вӗсем тулӑ пек шӑтса тухаҫҫӗ! Пушшӑм ман ҫинҫе, аллӑм тӗреклӗ! Ҫакна вӑл, хӑй республика масштабӗнчи пӗр-пӗр работник пулнӑ пекех, питӗ пысӑк тивӗҫлӗхпе каласа хучӗ. Пирӗн Островнов та ҫавнашкалах: ан тив вӑл ҫырма-варсене ҫирӗплеттӗр, ан тив пӗвесем пӗвелетӗр. Хӑйсен кӗтмен хӑнине ӑсатма Плавни ял ҫыннисем пурте пухӑнчӗҫ. Вӑл калаҫать ҫеҫ мар, ӗҫне те тунӑ, малалла та тӑвать. Эпӗ унран ыйтса пӗлетӗп-ха… — Ҫук, командир. Эпӗ ҫав тери пӑшӑрханнӑччӗ. Стройсӑр, уставсӑр та ротӑсӑр пуҫне уншӑн, паллах, тӗнчере урӑх нимӗскер пулман, пулма та пултарайман, вӗсен тулашӗнчисене вӑл йӗрӗнсе пуш япала та мандрагори кӑна тенӗ. — Карчӑк сак ҫинче выртакан чӑпӑрккана ярса тытрӗ. Чи кӗҫӗн Михина хыпса ӳкрӗ сасартӑк: — Господасем, ҫӗленкуҫ чечекӗсем мӗнле вара? Туйипе хавассӑн шаклаттарса вӑл сестраран иртрӗ те, коридор тӑрӑх чӑнах та чупсах кайрӗ. — Эпӗ кунта хӑш чух санпа шӳт тукаларӑм… Эпӗ ун патӗнче кунӗ-кунӗпе ларатӑп. Петр, урисене усса, кравать ҫине ларчӗ те, салхуланса, шухӑша кайрӗ: — Начар эпӗ, хӑюсӑр, кулать ӗнтӗ акӑ вӑл манран, кулатех… Е, мана вилме май ҫитсе тивсен, доктора эпӗ — мухтавсӑр мар вилӗмпе вилни ҫинчен каласа кӑтартӑр, — терӗм. — Шуйттан шӑтӑкне, — терӗ упӑшки хывӑнса. Говэн ҫаксене пӗрне те курмарӗ, пӗрне те асӑрхамарӗ. Ҫынсем кӑшкӑрнипе, йӑнӑшнипе тата пистолетсем пенипе ман хӑлха янраса ҫеҫ тӑрать. Танк тем ҫӑтса яма хӑтланнӑ пек, тата хытӑрах туртӑнса, сиксе илчӗ те унӑн чанкӑртаттарса ҫаврӑнма тапратнӑ гусеницисем айӗнчен сывлӑшалла тӑпра муклашкисем сирпӗнсе кайрӗҫ. Вӑл хӑйне хӑй сӑмах панӑ-ҫке: ӗмӗтсем пачах та пурнӑҫланмасан, е ҫапӑҫура ыттисемпе пӗр тан пулсан, Ольӑна пӗтӗмпех каласа паратӑп, тенӗ. Вӗсем хуллен йынӑша-йынӑша илнине, вӗсем йӑлӑннине илтет: — Э-э-эй! Панкратов кӑшкӑрашса калаҫнине илтсе, юнашар пӳлӗмрен аппӑшӗпе амӑшӗ чупса тухрӗҫ. Вӑл сӑлтавсӑрах хӗрӳленсе каякан Разметнова та ҫирӗп кӑмӑллӑ пулма вӗрентрӗ. Васил, кала-ха, мӗн вӗрентрӗҫ сире паян шкулта? Шӑкӑл-шӑкӑл сӑмахласа вӗсем чей ӗҫме тытӑнчӗҫ. Ҫӗр ҫук сирӗн, вӑрманӗ — сахал, вӑл та япӑх, тата вӑрман ку вырӑнсенче, мулкачсемсӗр пуҫне кама кирлӗ-ха? Француз сӑмахӗсене тӗрӗс калайман ҫынна эпӗ темшӗн часах курайми пулаттӑм. Хӑйне пур енчен те хупӑрласа илнине курсан, упӑте мана чи тӑррине пӑрахса хӑварсах тарчӗ. — Ҫук яланах вӗлермелле мар. Тем те пӗр курассишӗн ҫунакансем пур енчен те чупаҫҫӗ, карта-хӳме урлӑ каҫаҫҫӗ, автомобильсемпе, кӑвак кӳлӗпе кимӗ-яхтӑпа васкавлӑн килеҫҫӗ. Ҫак сӑмах вӑл хӑй ячӗпе те, тӑрӑхлас тесен те — пирӗн революцие ят паракан сӑмах. Нимӗҫле калаҫнине ӑнланмаҫҫӗ вӗсем, ҫавӑнпа та ҫын хушшинче хӑйсене тӑр-пӗччен пек тытаҫҫӗ. Купецсем калаҫрӗҫ — сода тӑваҫҫӗ, тет-и унта… Роберт кулса ячӗ. — Кун пирки атте мӗн калӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Господасем, шӑплансамӑр-ҫке ҫак пӗтӗмӗшпех! Унсӑрӑн ҫӑрисене ҫӗмӗрсе кӗретпӗр! Ҫапах та, мӗнле пулсан та, вӗсем малашне ҫӑлӑнса тухма сывлӑш ҫавӑрса илеҫҫӗ. — Шӑп эпӗ сирӗнпе калаҫас тенӗ ыйту пиркиех пынӑ пулас. Ура пакӑлчакӗнче тем хыттӑн чиксе кайнине пула, мучи хӑяккӑн кайса ӳкрӗ, чула ҫав-ҫавах аллинчен пӑрахмасӑр, чи киревсӗр сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илчӗ. Мускава вӑл ҫур ҫулсӑр та таврӑнать-и, таврӑнмасть-и кӑна. — Кам ыйтать ӑна? — Салам калӑр, тархасшӑн, — терӗм эпӗ. — Сирӗнпе Григорьев летчик калаҫать. Урӑх манӑн Мускавра никампах та калаҫмалли ҫук, пӗр-пӗр гражданла сывлӑш флочӗн управленийӗн секретарӗпе калаҫсан кӑна. Халь ӗнтӗ ним иккӗленмелли те ҫук, ҫамрӑк хырлӑхра темле ҫынсем пытанса тӑраҫҫӗ, — вӗсем, ӑна сӑнаса, темскер пӑшӑлтатаҫҫӗ. — Сӑвӑсем ҫырать, — пӑшӑлтатрӗ тухтӑр. Хӑвӑр черетӗре кӗтӗр, кашкӑрсем! Эсир те тӑранӑр! Эсир ӑна вилӗм аллинчен тытса илнӗ пекех ҫӑлса хӑвартӑр. Кунпа та ҫитмесен, йӑвасенче пурӑнакан кайӑкӗсене хӑйсене тытма пулать. Эсӗ-и вӑл Бирюк! — Ма чӗнместӗр? Вӗсем те, хӑйсен монархӗ пекех, ура ҫинче ҫирӗпех тӑмаҫҫӗ. Ҫак ушкӑна тимлесерех пӑхса ҫаврӑнсан, ҫын куҫне тӳрех вӗсен кӗлеткин мӗнле те пулин пайӗ ҫукки курӑнать. Хӑшӗ-пери хӑлхасӑр, тепри сӑмсасӑр, виҫҫӗмӗшӗ хӑрах алӑллӑ, тӑваттӑмӗшӗ хӑрах куҫлӑ. Аялта тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ, ҫуртсемпе урамсем пӗр тӑтӑшлӑ тӗксӗм кӳлепесене пӗрлешрӗҫ, ҫав кӳлепесенче кашнинчех сарӑрах хӗрлӗ ҫутӑсен темиҫе пӑнчи курӑнать; ҫул ҫинче тата ун тӗлӗнчи сывлӑшра вара тул ҫутах-ха, тӑвӑн чи ҫӳлти тӳпинче сӑрт хыҫне пытаннӑ хӗвелӗн юлашки пайӑркин кӗрен шевли вылять. Мельбурнпа Сендхорст хушшинчи чугун ҫул ҫинче, Кэстльмен станцинчен пилӗк мильре ларакан Кэмден-Бридже патӗнче, иртнӗ ҫулхи декабрӗн 29-мӗшӗнче каҫпа пулса иртнӗ инкеклӗ ӗҫ ҫинчен никам та манман пулӗ. Темле тарӑн варсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрет пек вӑл, унтан хресченсен юрринчи пӗр Кася ятлӑ хӗр «Тарӑн Дунаеца» ӳкнӗ евӗр, тӗпсӗр ҫырмана анса кайрӗ пек те ҫавӑнтах ҫав юррӑн малаллине илтрӗ пек: Ҫавна курчӗ Ясек ҫӳлӗ ту ҫинчен, Пурҫӑн кантрапа анать тусӗ патне. — Мӗн пулнӑ сире, юлташ? — Ку эпӗ, Олеся, — терӗм эпӗ, сасса путарса, — Эпӗ халь ҫеҫ ялтан юланутпа килсе ҫитрӗм… — Вӑл чул татӑкӗ, — тесе култарать матроссенчен пӗри, — акула ӑна балласт вырӑнне ҫӑтса янӑ! — Пӗлместӗп — хӑвӑрах курӑр ак, — терӗ Калугин, темӗнле вӑрттӑнраххӑн йӑл кулса. — Мур илесшӗне! — терӗ вӑл, хӑрушӑ туппине ҫӗрелле антарса. — Акӑ мӗнле. Кӗске те, судья каларӗшле, «ырӑ» ҫыру иккен. Чӑпӑрккана ниепле те тупаймастӑп-ха, мур илесшӗ! Батюшка Петр Андреевич! кӗрӗрех, хапӑл туса чӗнетпӗр. — Ӑна-и? Сывӑ пул. Эсӗ хӑвӑн ҫиллӳне ҫӗр ҫинче кӑларатӑн, кӳренӳне вара вӑкӑрсене паратӑн… Сана пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, санпа Лукерьйӑн ӗҫ пӗтсе пырать. — Эпӗ иртнӗ каҫ пӗр чӗрӗм ыйхӑ та туман… ҫӗрӗпех вуларӑм… Эпӗ Соньӑна тем тери тимлӗ сӑнарӑм: хальхи пекех астӑватӑп, Володя, Этьен тата эпӗ залра Соньӑна хамӑр курмалли, ҫавӑн пекех вӑл пире курмалли, илтмелли вырӑнта пуплесе тӑнӑ чух эпӗ савӑнса калаҫрӑм; мана, хам шутӑмпа, кулӑшла е ҫивӗч сӑмах калама тӗл килсен, эпӗ ӑна хыттӑнрах каларӑм, хӑна пӳлӗмӗн алӑкӗ еннелле пӑхса илетӗп; хӑна пӳлӗмӗнчен пире курма та, илтме те ҫук вырӑна куҫса тӑрсан, эпӗ шарлами пултӑм, калаҫасси мана текех нимӗн чухлӗ те савӑнтармарӗ. — Никам та! Тӗлӗнсе кайнӑ палачсем кантрана пӑраха панӑ. Анчах кун пек каланинчен те усси пулмарӗ. Иртнӗ ҫулта кӑна маориецсем Уолькнер акӑлчана тытса тискер вилӗмпе вӗлернӗ. — Эпӗ-ха ку, — терӗ Павел Петрович алӑка уҫса. Вӑл геройски йӗкӗт, санашкал простой тата фасонӗсене шалта тытса ҫӳрекен ҫынсем пирӗн халӑха килӗшеҫҫӗ. Пирӗн 3-мӗш Украински фронт Будапештран кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнерехре тӑшман оборонине татса кӗни ҫинчен вуласан, хамӑр корпусӑмӑр ыттисенчен малта пынине сиссе, сирӗн чӗрӗр савӑнӑҫлӑн тапмарӗ-им? Библиотекӑна кӗрсен, унта эпир уроксене хатӗрлентӗмӗр, вӑл ман тавра кускаласа ҫӳрерӗ. — Мӗнле пурне те? Эпӗ унӑн куҫӗсем сасартӑк тискерленнине-ютшӑннине сӑнатӑп… Юлашкинчен вӑл, шӑртланса кайнӑ пек, кӗнекене питӗ хӑвӑрт хупса, листасем хушшине хӑйӗн пӳрнине хӗстерсе хучӗ; ӑна унтан ҫилӗллӗн туртса кӑларсан, вӑл мана грамматикӑпа билет пачӗ те, кресло ҫинче хыҫалалла тайӑнса, ырӑ мара систернӗн чӗнмесӗр ларчӗ. — Мӗнле статья пирки? Ҫакӑн пек нӑшӑклатнине илтес мар тесе, Никита каллех хытӑ сасӑпа вулама пуҫларӗ, анчах хӑй ҫапах та ӑна итлерӗ. Американец каланӑ тӑрӑх, отряд тинӗс хӗрринчен инҫех каяйман-ха, колибрисем вара ҫын ҫук вырӑна килӗштермеҫҫӗ. — Кам вӑл кацик? — Э! Вӑл сиксе тухрӗ, ман патӑма утса пычӗ те ним ӑнланмасӑр пакур ҫине пӑхрӗ. — Печорин ӑҫта? — тесе ыйтрӑм. Ҫавӑн чухне Одессӑра, каҫ выртмалли ҫуртра, пӗр грекпа тӗл пултӑм. «Каллех акӑ шуйттана асӑнмасӑр иртсе кайма ҫук мӗн! — Ав, ӑҫталла туртӑнатӑн эсӗ! — терӗ хохол кулса. Унӑн ҫав тери хӳхӗм пӗвӗ, пӗр хӑйне ҫеҫ килӗшекен майпа пуҫ тайни, вӑрӑм та сарӑ ҫӳҫӗ, кӑшт ҫеҫ хӗвелпе пиҫӗхнӗ ӗнсипе хул пуҫҫийӗсем темле ылтӑнӑн йӑлтӑртатса тӑни, уйрӑммӑнах турӗ сӑмси — ҫаксем мана пурте ытармалла мар илӗртрӗҫ. Кампа калаҫмалла-ха ара? Пӑхатӑп: пӗр тӗлте, ҫырма урлӑ ӗнесем каҫакан вырӑнта, икӗ ҫын сукмакпа васкасах чупса килеҫҫӗ. Ҫапах та виҫҫӗр ҫул ӗлӗкрех чул ҫине касса паллӑ туса хӑварнӑ ҫав икӗ саспаллине курсан, шалтах тӗлӗнсе кӑйрӑм. «А-ха! — тесе шутларӑм эпӗ, — ҫилленмеллипех ҫиллентӗн иккен эсӗ, савнӑ хӗрӗм; тӑхтӑр-ха, вӑл кӑна пулӗ-и ӳлӗмрен!» Доктор ӑна тепӗр эрнерен ӗҫе тухма пултаратӑн тет. Пӗрре курнипех ҫынна пӗлме йывӑр. Тен, ҫапла пуль. Амӑрткайӑкӑннин пек, сӑмсаллӑ, хура куҫ харшисем айне пытаннӑ куҫсемлӗ ҫӳллӗ мастера ултҫӗр ҫын тимлесе итлет. Пӗр килӗшӳсӗрлӗх теприн ҫине купаланать! Колумб хӑй ҫитнӗ утравсене Инди ҫӗршывне кӗрекен утравсем тесе шутланӑ. Испание те вӑл ҫак шухӑшпах таврӑннӑ. Ҫирӗм ултӑ ҫула ҫитиччен Яков Артамонов лайӑх, лӑпкӑ пурӑннӑ, унӑн нимӗнле ытлашши кӳренмелли япаласем те пулман, анчах кайран вӑхӑт — лӑпка пурнӑҫа юратакан ҫынсен тӑшманӗ — Яковпа пӑтравлӑ, чыссӑр вӑйӑ выляма тытӑннӑ. Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ парик тӑхӑннӑ пулсан та, хӑйӗн шухӑшӗпе ҫав парик ӑна чӑн-чӑн корсиканец пекех курӑнса паллайми тумалла пулнӑ. Кунашкал хыпар пурне те питӗ килӗшрӗ. Ҫӑрттан мучи куҫне шухӑшлӑн хӗссе илчӗ те сасӑпах:— Ҫакнашкал йӗркесӗр пурнӑҫра ҫылӑхсӑр пурӑнма та ҫук ҫав! — Эпир путса лартӑмӑр, — терӗ Айртон. Король ҫурчӗ нумай ҫурт йышӑнса тӑрать, вӑл йӗри-тавра ҫичӗ миля пулать. Ҫуртӗнчи чи паллӑ залсен ҫӳлӗшӗ икҫӗр хӗрӗх фут тата тӑршшӗпе урлӑшӗ те ҫавӑн пекех пысӑк виҫеллӗ. Вӑл мӗн курнине эпӗ те часах куртӑм: наҫилкка ҫинче Том Сойер выртать, ватӑ тухтӑр та, Джим та кунтах, вӑл эпир тӑхӑнтарнӑ ҫитса кӗпепех, унӑн аллисене каялла ҫавӑрса ҫыхнӑ, — халӑх татах нумай. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, сӑмахран, ҫынсен сехрисем мӗнле хӑпнӑ пулӗччӗҫ, шӑпана ӗненекеннисемпе ӗненменнисем хушшинче мӗнле хӑватлӑ хирӗҫӳ пуҫланса кайнӑ пулӗччӗ! Малалла? — Ку ӗнтӗ чӑнах та питӗ мӑшкӑл, — терӗ Элен. — Ытларах та парӑн-ха, — терӗ пысӑк мужик ҫирӗппӗн те лӑпкӑн, тӳрех ун ҫине пӑхса. Кунсӑр пуҫне тата, Николай Антоныч калаҫнӑ вӑхӑтра, Катя сӗтеле, сӗтел ҫинчи кӗнекесене ҫурӑмӗпе хупласа тӑчӗ. Анчах урӑх ҫын хӑналаса ярасси ҫинчен каланӑ чух, эсир мӗн каласшӑн пулнӑччӗ? Ҫавӑнпа пуль, чӑнах та, эпир пӗри те ун ҫулӗ ҫинче марччӗ. Ҫапах та, ҫак нумаях мар та пӗчӗк ҫитменлӗхсемсӗр пуҫне, Полутыкин господин, маларах асӑннӑ пек, лайӑх ҫын пулнӑ. Алмаз ҫулӗсем — тӗнче уҫлӑхӗнче ҫапкаланса ҫӳрекен комета ҫулӗ-йӗрӗ. Ун ҫиленнӗ сасси кӗтесрен ирсӗр сӑмахсемпе хутӑш илтӗне-илтӗне каять: — Ҫӑва патне! — Суятӑн, вӗсем пурте ҫурӑлмаҫҫӗ. Халӑх хушшинче шиклӗ сасӑсем илтӗнкелеҫҫӗ: — Пирӗн майор-и? — Тӑххӑрта, — тесе хучӗ Ольбинет хыпаланса. Анчах ҫурӑмӗ ҫинче тепӗр шӑтӑк ҫук, ҫавӑнпа та эпӗ пуля ӳчӗ ӑшне ларса юлнӑ пулӗ тетӗп. Ҫавӑнпа Максутов телескопне те менискла телескоп, теҫҫӗ. Анчах тӗнчере тепӗр суд та пур-тӑр тен, вӑл мӗн калассине пур кӑмӑлтан та малтанах пӗлсе тӑрас ҫук-тӑр? Хӗрӗн куҫӗсем ним сассӑр хуйхӑрса прери тӑрӑх пӑхкаланӑ. Анчах киле халех тавӑрӑнасси ҫинчен шухӑшласси те ҫук, ҫӗрӗ те питӗ тӗттӗм, тата ывӑннипе урасем те ним пӗлми пулса кайрӗҫ. Ҫакӑ мана йӗрӗнчӗклӗ туйӑнчӗ. Никита хуранӑн ҫаврака ҫӑварӗ ашшӗн ури ҫине хӑмӑр тусан вӗрсе кӑларнине курса юлчӗ. Фарфор хӗрарӑм та мана сахалтарах кӑмӑла каятчӗ. Питӗ хӑрушӑччӗ те ирсӗрччӗ ҫакӑ. Нихӑшин те алли ӗҫ патне пымасть. Пурте е пӗр-пӗр кӗтессе кӗре-кӗре ларнӑ, е ним шарламасӑр уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Сӗтел хушшинчен ҫав каҫ чылай ҫӗрле пулсан тин тухрӑмӑр. — Иксӗмӗр пӗрле пурӑнсаччӗ вӗт-ха эпир, — хушса хучӗ вӑл, пӗр хӗпӗртемесӗр тумасӑрах, Володя ҫине ыйтуллӑн пӑхса. Анчах пӗр кӗтмен ҫӗртен йытӑ вӗрсе ячӗ, вӑл пӳртрен чупса тухрӗ. Ун умӗнче тем чухлӗ чӑх тӗкӗ купаланса выртатчӗ. — «Ҫав питӗ сиенлӗ ӗҫе вӑл «ырӑ ят» илтесшӗн тытӑннӑ-мӗн». Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та! Гвоздев хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче мӗн-мӗн курни чи салху та кичем шухӑшланинчен те хӑрушӑрах пулнӑ. Эпӗ ӑна пӗр ҫирӗм ҫултан, офицера, жандарма качча кайсан тӗл пултӑм… Мӗскӗнӗм, ачам, мӗнле улшӑннӑ эсӗ! — Виҫӗ талӑк ҫывӑрман… ҫырмасем алхасса кайнӑ. Ҫумӑрӑн сайра та шултра тумламӗсем ҫӗрелле пульӑ пек пыра-пыра ҫапӑнаҫҫӗ. Манӑн хамӑн вӑрттӑн пулӑшакан помощник хӑҫан пулать? — ыйтнӑ Синопа. Каллех печӗҫ — ку ҫывӑхранах иртсе кайрӗ. Вӑл тӑрӑхла та лутра утрав, тем пысӑкӑш кит пек, хумсен ӑшӗнче чут ҫеҫ курӑнса выртакан Мария-Терезия утравӗ пулчӗ. Виҫҫӗмӗш категорири ытти тӳрлетӳсене илсен, вӗсем ытларах ӗҫ тӗлне килеҫҫӗ, ман шутпа, вӗсем ҫинчен кунта пӗр-ик сӑмах каламалла пулать. Кунта тӗнчери минерал тӗслӗхӗсем пурте пур, кашнин ҫумнех хут ҫырса ҫапнӑ, вӗсене тӗрлӗ йышши минералсен пысӑкрах уйрӑмӗсем тӑрӑх пӗтӗм йӗркипе сарса хунӑ. Упа сӑмсине тӑсрӗ. Джим укҫана пӳске айне хучӗ те каллех выртса итлерӗ. — Ку Кӑтра Яков пуҫ шӑмми, — пӗлтерчӗ Реде. — Кунта вӑл колхоз председателӗн заместителӗ пулса ӗҫленӗ, большевик. Парад крыльцинчен сылтӑм енчи пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ ҫине пурӑпа «Райкомсомол» тесе ҫырса хунӑ. Унӑн вӑрӑм сӑмси, ҫуллӑ тути, мӑкӑрӑлчӑк чее куҫӗсем халь-халь ахӑлтатса кулса яма хатӗрленсе тӑнӑн туйӑнаҫҫӗ. Эпӗ хам та хӑраса кайрӑм… Вӑл пысӑк мар кӑвак лашапа пулнӑ. — Эпӗ мисс Пойндекстерпе хирӗҫ пулни вӑл пӗтӗмпех тӗрӗс. Ҫитӗннӗ хӗрсем ҫӳҫӗсене ҫивӗтлесе, ҫыхса тунӑ шупка-кӗрен калпаксемпе ҫӳреҫҫӗ. — Нимне те кирлӗ мар. Ун вырӑнне Колорадо шывӗн юхӑмне сӑнаса ҫӳретӗн. Воропаев колхоз еннелле пӑхма тытӑнчӗ. Колхозӑн садсемпе виноградниксем хупӑрласа тӑракан ҫурчӗсем кунтан питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ. Йытӑшӑн-и? — Ӑҫта санӑн ҫӗнӗ тусу? — ыйтрӗ вӑл Аркадирен. — Мӗнле ҫын? Мария Васильевна хӑйӗн ӗмӗтӗнчи пурнӑҫӗпе, ҫав пурнӑҫа кӗртеймен ӗмӗчӗпе сывпуллашас тенӗ. Пуҫне сулкаласа илнӗ те патша, пӗртӑвансене итлесе пӗтерсен, ҫапла каланӑ: — Чӑркӑшассине пӑрахӑр; чул йывӑр, хӑйӑр та ҫӑмӑл мар, анчах айван ҫилли вӗсенчен иккӗшӗнчен те йывӑртарах. Вӑл ҫӳҫенсе илнӗ, унта кам иккенне чухласа, асӑрхануллӑн сас енне утнӑ. Юр хӗве-хӗве кайнипе аптӑраҫҫӗ. Шӑн тӑпрана чавма йывӑр. Эпӗ Ромаҫпа юнашар парус айӗнче, ещӗксем ҫинче ларатӑп, вӑл мана хуллен каласа пырать: — Мужиксем мана юратмаҫҫӗ, пуринчен ытла — пуяннисем! Каллех хирӗҫ тавӑрасшӑн ҫунакан халӑх ушкӑнӗ суд туса айӑпланӑ ҫын тавра пуҫтарӑнса тӑнӑ. Аякран, тӗттӗмпе лӑпкӑлӑх витӗр, вӗсем патнелле хыттӑн юрлани ҫӗкленсе пынӑ. Пӗччен кичем пулӗ вӗт… — терӗ. Гленарванпа майор шалтах аптӑраса кайрӗҫ. — Унран, — терӗ тепӗр хут Аркадий! — Ӑнланмастӑп эпӗ, мӗн ҫинчен эсӗ апла калатӑн? — пӑшӑрханатчӗ хуҫа арӑмӗ. Томпа ун юлташӗсем пулӑшнипе вӑл парӑссене лартма е пуҫтарма пултарать. Анчах уҫӑ тинӗсре карап ӑҫта пулнине приборсемпе палӑртма хӑйсен ҫителӗклӗ пӗлӗвӗ ҫуккине те ӑнланать. Жан-Жак Руссо калани тӗрӗсе килсе тухать иккен. Тупӑ персе яни сӑпкара ҫывӑракан Жоржеттӑна ыйхӑран вӑратрӗ тата ачисене пулӑшма тӳрем пушхиртен амӑшне чӗнчӗ; анчах тупӑран персе яни ҫакна ҫеҫ тумарӗ. Аллӑ салтак малта утаҫҫӗ, колонна икӗ енӗпе — ҫӗршер, ыттисем — хыҫалта. — Ҫирӗпрех тыт ӑна! — тесе кӑшкӑрчӗ тепри, кӗтесрен сиксе тухса. Туссем пӗр-пӗрне аран уйӑрса илеҫҫӗ. Халь ватӑ путсӗр, хӑйне тӗнчери чи таса ҫын текенскер, хура чурасемпе сутӑ тӑвакан паллӑ ҫын. Судья распоряжени парать те, хайхи Фелим О'Нила чӗнеҫҫӗ. Ӳкӗнӗвӗн тата лайӑхланасси патне пӗтӗм чунтан туртӑннин сасси ӗнтӗ ман аталанӑвӑн ҫак тапхӑрӗнче чунти тӗп ҫӗнӗ туйам пулчӗ, вӑлах эпӗ хам ҫине, ҫынсем ҫине тата турӑ тӗнчи ҫине ҫӗнӗлле пӑхассине пуҫарса ячӗ. Алӑк уҫӑлчӗ те эпӗ хам кам иккенне пӗлтертӗм, кӳршӗ пӳлӗмрен унӑн Атӑл тӑрӑхӗнчи вырӑссенни пек янракан сасси илтӗнет: — Ман пата-и? Вӑл ҫакна хӑй куҫӗпе хӑй кайса курма шут тытать! Асту, хӗрарӑмсенчен хӑш-пӗри тата Тубянска, чиркӗве те кайӗҫ-ха, а ӗҫ вара кӗтсе тӑмасть, ҫанталӑк та пӑсӑлма пултарать, утӑ вырӑнне вара йытӑ айне сармалӑх ҫеҫ пуҫтарса илӗпӗр. Пӗр вунӑ минут иртнӗ, вӑрманӗ ҫапах курӑнман. — Ну, ытла нумай пӗлсен, час ватӑлса кайӑн, — куларах тавӑрчӗ юланутлӑ ҫын. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа лараттӑм, сасартӑк вилес умӗнхи тискер сасӑпа ҫухӑрса яни илтӗнчӗ. Вӑл Иконина Цицерон сӑмахӗсен кӗнекине пачӗ те куҫарма хушрӗ. Мӗншӗн-ха хамӑр Лувиньере тыткӑна илнӗ сӗмсӗр пупсен ушкӑнне революцилле трибунал аллине памарӑн? Эпир шампански ӗҫрӗмӗр. Чӑннипех те Ҫӗнӗ Зеландирен Австралине ҫитме пин мильрен ытла каймалла мар. Ҫав сарай тавра канав пулсан аванччӗ те! Эпӗ саншӑн полицине кайса ларам-и? Тоньӑн куҫӗсем кӑшт хӗсӗнсе илчӗҫ, тутисем кӑшт ҫеҫ сисӗнекен кулӑпа йӑлтӑртатрӗҫ. Унӑн пур йышши чун валли те уҫҫи пур! — Ыйӑха пула йытӑсӑр тӑрса юлтӑмӑр, акӑ мӗн! — ҫиленнӗ сасӑпа ответлерӗ ача. Ашшӗ мӗн ҫинчен те пулин шухӑш тытсан, Тарас Скотинин калашле, ун шухӑшне пӑтапа та хирсе кӑларма ҫуккине Алексей лайӑх пӗлнӗ, анчах Алексей хӑй те ашшӗ пекех пулнӑ, ӑна та ҫавӑн пекех тавлашса парӑнтарма йывӑр пулнӑ. Елена амӑшӗ патне ыткӑнчӗ. Лиденброк пичче ҫав ҫӳллӗ сӗм вӑрмана хӑрамасӑрах кӗрсе кайрӗ. Вӑл мана урасене мӗн май пур таран сарлака чарса, Родосри Колосс пек тӑма хушрӗ. (Вӑл хӑйӗн пысӑк аллине сӑхман хӗвне чиксе ячӗ те унтан хӗрлӗ хӗрӗллӗ алшӑллипе чӑрканӑ тӗрке туртса кӑларма пуҫларӗ.) Икӗ «фокке-вульфа» ҫапса антартӑм. — Мӗнле майпа? Трактир хуҫи Клещовӑн юррисене юратать, анчах юрӑҫине хӑйне кураймасть; ун ҫинчен пурне те каласа парать тата хӑмӑт ӑстине кӗретех намӑса хӑварма, унтан мӑшкӑласа кулма май шырать; ҫавна трактире яланах ҫӳрекен ҫынсем те, Клещов хӑй те пӗлет… Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн вӑл Гленарванӑн аллине авӑрланӑ револьвер тыттарчӗ. Ромашова вара нумаях пулмасть шӑп та шай ҫирӗм пӗр ҫул тулчӗ. Халӗ те ҫавӑн чухнехи пекех тӗттӗм. Анчах вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхсанах пӗлнӗ. Сывлӑш, пӗчӗкҫӗ ача чуп тунӑ пекех, — таса та уҫӑ; хӗвелӗ ҫап-ҫутӑ, тӳпе кӑн-кӑвак, мӗнех кирлӗ-ши тата! — Кам хамӑр ҫынсем? — Ним те паман тесен те юрать, чӗрне хури чухлӗ. — Астумасӑр… Ҫав ирхине Павел, канмасӑрах, станцири депона Жухрая шырама тухса чупнӑ, анчах ӑна тупайман, нимӗҫсем кама-кама тытса кайни ҫинчен рабочисенчен нимӗн те ыйтса пӗлеймен. — Ах турӑ, ман ҫӑвар уҫмалли те ҫук ӗнтӗ! — тесе ӳпкелешетчӗ каласа кӑтартаканӗ. — Мӗнле-ха апла эс?.. — тесе пуҫланӑччӗ хӗрача, анчах именнипе, чуна ыраттаракан ыйтӑва текех хускатас мар тесе, сасартӑк чарӑнчӗ. Ҫутӑ ҫук. — А кациксем? — Пурте, тейӗ-и? — ыйтнӑ Фома. Анчах паян каламалли те ҫук! Ҫак татӑксен пысӑкӑшӗ пӗр пек мар: вӗсен хушшинче пӗчӗк тусан пӗрчи пеккисем те, вуншар тонна туртакан чулсем те пур. Вара пирӗн мӗн курмалла? Вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑр каялла ҫаврӑнчӗ те пахча хушшисемпе шӑлан тӗмӗсем урлӑ чупрӗ, хӑй шухӑшӗпе вӑл хулан хӗвеланӑҫӗнчи урамӗпе кӗресшӗнччӗ. Ҫапах, кунне пӗрер пус пулсассӑн та, парас пулать… Пӑтраштарма вара эпӗ ниепле те пултарайман, мӗншӗн тесен вӗсем — манӑн такансем. Негоро хӑй кунта ытла кирлӗ ҫынах пулманнине ӑнланчӗ, хӑй мӗн тунине ыттисем сӑнасах тӑнине туйса, хӑйне ҫынсем тиркемелле мар аван тытрӗ. — Пулса пынине! — терӗ тепӗр хут Базаров: — калӑн, эпӗ мӗнле те пулин государство, е общество? — Мӗн турӑм-ши?! Пире панӑ шампански бутылки камӑннине эпӗ пӗлмерӗм (кайран мана ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл пурте пӗрле туяннӑскер пулнӑ), ҫавӑнпа туссене хамӑн укҫапа хӑналас килчӗ, кӗсьери укҫана эпӗ тӑтӑшах хыпашла-хыпашла пӑхрӑм, вара вунӑ тенкӗлӗх хут укҫа кӑлартӑм та, хам патӑма ҫынна чӗнсе илсе, ӑна укҫа патӑм та: тархасшӑн тата пӗр ҫур бутылка шампански илсе килӗрччӗ тесе пӑшӑлтатса каларӑм, анчах ҫакна пурте илтрӗҫ, мӗншӗн тесен пурте ман ҫине ним шарламасӑр пӑхатчӗҫ. Е эсӗр мана палласа илейместӗр-и? — тенӗ Мария Гавриловна, унӑн аллинчен ярса тытса. Амӑшӗ вӗсене ун умӗнче хӑй ывӑлӗ ҫинчен калаҫма аван маррине ӑнланчӗ те, ҫынсем ун кӑмӑлне кӳрейменшӗн лӑпкӑн кӳренсе, хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ. Мӗскер пулса тӑнине ӑнланас майпа пакӑлти метр-д`отел Диксонпала вунӑ минутлӑ калаҫу ирттерни ҫителӗклӗ пулчӗ. Анчах каҫхи апат вӑхӑтӗнче майор пӗр сӑмах та ун ҫинчен чӗнмерӗ. Тепӗр кунне вӑл юриех сунарта пулчӗ тата каҫпа, хӑйӗнчен хӑй тарас шутпа, Белецкий патне кайрӗ. Вӑл пӑхнине асӑрхамасӑр, амӑшӗ:— Унӑн урине эрехпе сӑтӑрас пулать… — терӗ. Маякинпа урлӑ пуличчен Фома ытла та кичемрен, ытахальтен пек кӑна ӗҫнӗ. Куҫҫулӗ ҫӑра куҫхупанки витӗр сӑрхӑнса тухать те мрамор пек шуранка питҫӑмартисем тӑрӑх хуллен юхса анать. Шӑрӑхпа халтан кайнӑскер, ыйхӑллӑскер, вӑл пуҫне ҫӗклет те хирӗҫ килекенсем ҫине пӑхать. Шурочка подпоручик ҫине сасартӑк хӑвӑрттӑн, тимлӗн пӑхса илчӗ те куҫӗсене ҫакнашкал хӑвӑрттӑнах чӗнтӗрӗ ҫине антарчӗ. Анчах вӗсене ҫийӗнчех каялла ҫӗклерӗ те кулса ячӗ. Асӑннӑ ҫынсене калаҫтарас е итлеттерес тесен, вӗсене калаҫмалли тата итлемелли органӗсенчен тӗртсе илмелле. Панкратов Жухрайӑн кулакан куҫӗсенчен пӑхрӗ те:— Айӑплас пулсан, пире ҫеҫ айӑплӑр, леш ачана ан тивӗр, Жухрай юлташ, — тесе хушса хучӗ. Полозов ун ҫине ҫамки айӗнчен пӑхса илчӗ. Мӗн илсе килнӗ вӗсене кунта университетра хӗрсе вӗренӳ пынӑ чухне? Кӑнтӑрлапа, хӗвеллӗ уяр кун, ҫав ишӗлчӗкрен кичемлӗрех япаларан урӑххине шухӑшласа кӑларма та йывӑр. «Григорьев капитанӑн самолетне вӑл ҫапӑҫуран таврӑннӑ чух тӑшманӑн тӑватӑ истребителӗ хуса ҫитнӗ. Вӑл кӑмӑллӑн кулса илнӗ чухнехи пек питне-куҫне пӗркелентерчӗ. Анчах тухатмӑш, патшан кӑмӑл палли ҫине пӑхмасӑрах, Муанӑна хӑй хыҫҫӑн илсе кайрӗ. Сире ӑна-кӑна каламастӑп-ха: халӗ ӗнтӗ ксендзсем те пӗтӗм Украйнипех таратайкӑсемпе вӗҫтерсе ҫӳреҫҫӗ. Ҫакна эс халиччен те пӗлмен-и? Вӑл кӑшкӑра-кӑшкӑра, нимӗн чухлӗ те сума сумасӑр, пӳрнипе Петр еннелле тӗртсе кӑтартнӑ, вара, ӑна итлесе, ыттисем пурте цыгансем евӗрлӗ, килсӗр-ҫуртсӑр, вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрекен йӑх евӗрлӗ пулса тӑнӑ. Эпӗ сунара ҫӳрӗттӗм, пулӑ тытма кайӑттӑм, эпӗ хам валли хӳшӗ тӑвӑттӑм: хӗлле пурӑнмашкӑн ҫӗр айӗнче, ҫулла — йывӑҫ ҫинче; эпӗ япаласем хума нӳхрепсем те туса хурӑттӑм, — пӗр сӑмахпа мӗнпур утравӗпе колони туса хунӑ пулӑттӑм. Ҫаксем пурте Сакнуссем хӑй шыраса тупнӑ япала ҫинчен тӗплӗн ҫырса пама тӑрӑшнине анчах пӗлтереҫҫӗ. Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, юлташсем! — Акӑ, куратӑр ӗнтӗ! Кун пеккине пысӑк авари теҫҫӗ, ҫав тӗрлӗ пысӑк аварине Аделаидӑра тӳрлетнӗ пулать-ши, ҫук-ши? Хӗвел ӗнтсе илнӗ пӗр йывӑҫсӑр лаптак тӳремлӗх юханшывӑн икӗ енӗпе инҫете, тавралӑха хӗвелтухӑҫ енчен те, хӗвеланӑҫ енчен те хуплакан сӑртсем патне ҫитиех тӑсӑлать. Штабра кирлӗ пулсан, пӗлтерӗр, — терӗ. Хӑйӗн чӗринче вӑл, таҫта шалтах, темскер хӑрушӑ япала пытарса усрать пуль, вӑл нихҫан никама юратма пултараймасть пуль, хӑйӗн чӗрине никамшӑн та уҫма шутламасть пуль, тесе шухӑшланӑ ун ҫинчен Фома. Эппин пӗлсе тӑр, пӗлетӗн-и эс ҫавна, пӗлместӗн-и, ӑнланатӑн-и, ӑнланмастӑн-и, сан пурнӑҫу та мӗнле те пулин ҫулпа кайма пултарать. — Мӗн сӑмахлаҫҫӗ-ха, Гек, тӗрлӗрен историсем ҫинчен ҫав тери нумай илтрӗм. Адъютатӑн вестовойӗ, аякра тӑраканскер, ӑна баспа хӑратса юнарӗ. Ҫуртне ман ҫине, карчӑк ҫине, хӑварчӗ те хӑй вӗҫсе кӑна ҫӳрет. Пӳрте вӑл, пӗр сас-чӗвӗсӗр, сывлӑш юхӑмӗ пек хуллен кӗчӗ, анчах ултӑ ҫулхи мӑнукӗ ҫумӗнче, тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ амӑшӗ пӳрте такам кӗнине илтрӗ-те хыпӑнса ӳкнӗ пек пулчӗ. — Эсӗ-и, Леночка? — ыйтрӗ вӑл. Ух, каҫхине курсан, вӗсенчен хӑраса каймалла: хура ҫӗленсем пек вӗсем, пуҫ йӗри-тавра явӑнаҫҫӗ. — Пурне те парнелетӗп, — терӗ вӑл, хӑйне хӑй темӗнле кулӑшларах та мӑнкӑмӑллӑн тытса. Апла пулсан, амӑшне хывман вӑл. Эпӗ ӑслӑ сӑмахсене итлесе ларнипе вӑхӑт ҫинчен те манса кайнӑччӗ, сасартӑк дамба вӗҫӗнче хуҫа арӑмӗпе хуҫа алла-аллӑн тытса утса килнине курах карӑм; вӗсем кӑркка аҫипе ами пек ерипен чинлӑн утса пыратчӗҫ, пӗр-пӗрне темскер каласа, пирӗн ҫинелле тӗллесе пӑхатчӗҫ. — Манӑн хамӑн та унпа калаҫса пӑхмалла, — терӗ вӑл тытӑнчӑклӑн. Анчах та ӑна — мусье мана урок парать-ха, тесе пӗлтереҫҫӗ. Вилӗм куҫранах пӑхать, револьвер ҫӑварӗ ҫинчен пӗр секундлӑх та куҫа илме хал ҫитмест, перессе кӗтрӗ вӑл. Хӑй яланах чиксе ҫӳрекен ҫырмалли хулӑм кӗнеки халӗ те ҫумра пулни Давыдова мӗн тери юрарӗ! Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, лӑпкӑрах кунсенче, унтан вӑрҫӑ хыҫҫӑн, ирӗке кӑларнӑ Европӑри ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳренӗ чух та эпӗ ун ҫинчен калав ҫырма миҫе хут лартӑм пулӗ, анчах кашнинчех ӗҫе чарса лартрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫырни унӑн пурнӑҫӗн тӗссӗр мӗлки пек ҫеҫ пулса тухатчӗ! Эпир ку хаҫат ҫинчен ӗнер илтрӗмӗр, паян ирхине вара эпӗ ут ҫине утланса лартӑм та, хамӑн ватӑлӑха-мӗне пӑхмасӑрах, станицӑна тухса вӗҫтертӗм. Пурте вырӑнлӑ пулса пырать-ҫке пирӗн: вӑрман улми вӑл ҫиме юрӑхлӑ мар, финик ҫырли час ӗлкӗрмест-ха — ик-виҫ уйӑхран тин пиҫет. Давыдов вара, хумханнипе кӑштах хӑйӑлтатма тытӑнса, хальхинче сиввӗн тепӗр хут ыйтрӗ: — Мӗнле ӗҫпе килтӗн? — Мӗншӗн? Мастер ку ачана пӗрремӗш хут курнӑ пек, тӗлӗнсе кайса тӑнӑ, директорӑн сӑнӗ кӑмӑлсӑрланнӑ та, кӳреннӗ пек те курӑннӑ. Клисурӑна ытти енчен те сӑрт-ту хупӑрласа тӑрать; вӑл хӑй валли тарӑн та ешӗл йӑлӑмра йӑва ҫавӑрнӑ, кунта улмуҫҫи пахчисемпе шӑлан тӗмӗсем нумай, пур енчен те сим ҫӑвать. — Эккей тата! Ватӑ разносчик вара, хӑйне чӑтма ҫук кӳрентернине туйса илсе, кӑшкӑрса янӑ: — Ха епле вӑл, сӗтӗрӗнчӗк! Чи хӗрӳ те кашни сехет хаклӑ вӑхӑтра, утӑ ҫулас ӗҫ путланма пултарас чухне, хӑвӑра валли канмалли кунсем тума мӗнле право пур-ха сирӗн? Яков Тарасович Иов кӗнекине юратарах панӑ, ӑна вӑл тӑтӑшах вуланӑ. Австралин ҫӗрӗ урлӑ каҫрӗҫ. Никонов хӑйӗн сарӑ мӑйне ҫӗнӗ хура галстук ҫыхрӗ, вара унӑн нимӗн палӑрми ҫуса тасатнӑ питӗнче, хӑй тахҫанах илме тивӗҫлӗ пулнӑ наградӑна тинех илнӗ пек, лӑпкӑ мӑнкӑмӑллӑх палӑрса тӑчӗ. «Сире мӗн кирлӗ? — тесе илтӗнчӗ татах тарҫӑн сасси. «Эх, путсӗр шухӑш!» тет Оленин хӑйне хӑй. — Мӗншӗн апла тата? — интересленчӗ Давыдов. — Тавтапуҫ, — терӗ ҫамрӑк хӗр, — эпӗ ҫакна ҫеҫ ыйтасшӑнччӗ, — пӗр-пӗр утрав ҫинче пӗччен тӑрса юлсан, эсир хытӑ хӑратӑр-ши? Алӑк хыҫӗнче ӑна Садоки ывӑлӗ Азария, пӗрремӗш священник, кӗтсе тӑнӑ. Дубков карт валеҫме шутламарӗ, вӑл тӑрса пирӗн алӑсене чӑмӑртарӗ, пире вырнаҫтарса лартрӗ те чӗлӗмсем сӗнчӗ, эпир чӗлӗм туртма килӗшмерӗмӗр. Лайӑх кӑна ирхи апат ҫисе вӑй илчӗҫ те ҫулҫӳревҫӗсем канашлама пикенчӗҫ. Гленарван пурне те калаҫма ыйтать. Пуринчен малтан лагерь тӑнӑ вырӑна тӗрӗс пӗлме кирлӗ. Ҫакна эп кайран, килте шутларӑм. Пирӗн патӑрта ирхи апат ҫийӗр. — Тӑвансем! Паян срок! — терӗ пекарь пӗр ирхине ӗҫе тытӑнса. «Чипер мар-им вӑл?» — ыйтрӗ голова, винокур ҫине чӑр-р пӑхса. Хыҫа выртса юлнӑ виле илтесрен хӑранӑ пек, вӑл шӑппӑн ҫеҫ, ӑшчикӗ вӑрканине аран ҫеҫ пусарса, сӑмахсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса каларӗ: — Пӗлетӗн-и, мӗн? Ху валли вырӑн суйласа ил-ха, унта хӑвӑн тӑн-пуҫна ӳстерсе пыр. — Икӗ чунлӑ суя этем пулать вӑл, — тесе ӑнлантарса пачӗ Паганель, патагонецӑн акӑш-макӑш калаҫуне куҫарнӑ чух. Вӑл сана хӑйӗн пит шукӑль костюмӗпе илӗртрӗ пулӗ? Попов — пӗтӗм чун хавалӗпе патриот; «Ҫилленет», — шухӑшларӗ Артамонов, Илья кравачӗ ҫине ларса пӳрнипе минтере тӗксе. Вӑл хӑйӗн урисем утнине туймасӑр тенӗ пек киле ҫитрӗ. — Пӗр черкке эрех те ан лектӗрччӗ ӑна ирхине, йытта… Анчах, мӗн тӑвас ӗнтӗ! Мӗн шутлатӑн эс кун пирки, Дик? — ыйтрӗ Халл капитан, каччӑ еннелле ҫаврӑнса. Юлашкинчен вӑл бритвипе ун янах айне хырма пуҫларӗ, сӑмсаран тытмасӑр хырма питӗ кансӗр пулин те, куштӑркка пуҫ пӳрнипе питӗнчен тата янах шӑмминчен тыткаласа, хырса пӗтерчӗ-пӗтерчех. Анчах Конституци вӑл саккунсен свочӗ мар. — Мӗн, ҫапах та? Цивилизациленнӗ ҫӗрсенче сунара ҫӳремелли сезонсем пулнӑ пек, вӗсен те «ҫынна ҫимелли сезонсем» пулаҫҫӗ. — Корчагина каялла илесси ҫинчен калаҫмалли те ҫук, член билечӗ ӑна халех ҫырса параҫҫӗ, — тесе лӑплантарать Ольгӑна Нежданов. «Вӗренекенӗсем ӑна: этем хӑйӗн арӑмӗпе ҫапла пурӑнма тивӗҫ пулсан, авланма та кирлӗ мар, тесе каланӑ. Вӑл, вӑтӑр ҫултан иртнӗ пулин те, сӑнтан чылай ҫамрӑкрах курӑнать, унӑн тулли те хӗрлӗ пичӗ ҫинче кӑвакрах ӑслӑ куҫӗсем ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Ку — аппӑшӗн сасси! Ҫапах ку сасӑ та хӑрушӑ пулмарӗ. Ачасем иккӗшӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Ҫӑматтисене хывса тӑхӑнсан, Миките урисене ҫуна ӑшне пуҫтарса чикнӗ, каллех алса тулӗ тӑхӑнса тилхепе тытнӑ та лашана ҫавӑрса ҫырма ҫумӗн уттарнӑ. — Тӑваҫҫӗ те ҫав!» Эпӗ кунта… мӗншӗн килнине каласа парӑп. Вӗсен унта шхуна ҫавӑрӑнса киличчен, тюлень тирӗсемпе ҫуне хатӗрлесе, пӗр уйӑх пурӑнмалла пулнӑ. Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, Мстислав Сергеевич». Эсӗ унпа вӑл мӗнле йыта иккенне пӗлменнипе ҫеҫ туслӑ пурӑнатӑн. Миххине туртатпӑр та илетпӗр! Ку вӑл пӗрре те ҫӑмӑлттай халӑх хумханни пулмарӗ: кунта йывӑр та тӗреклӗ характерсем хумханнӑҫемӗн хумханма пикенчӗҫ, кун пек характерсем час хӗрсе ҫитмеҫҫӗ, анчах пӗр хӗрсе ҫитсен вара хӑйсен шалти ӑшшине питех те нумайччен тытса тӑраҫҫӗ. Кам тунӑ вӗсене? Анчах ҫав кӑранташ, труба пек, пушӑ пулсан, ун ӑшне пӗр хутлӑ ҫуртсене вунпилӗк ҫурт вырнаҫтарса лартма пулать, вӗсенче ҫӗр ҫын ытла пурӑнма пултарать, вӗсем вара:— Эпир «Кӑранташ» поселокӗнче пурӑнатпӑр! — тенӗ пулӗччӗҫ. — Ах, турӑҫӑм! Ҫавӑнпа чиркӳре чӗрене пӗр-пӗр тутлӑ хуйхӑ хӗссе лартнӑ чух, е кама та пулин иртнӗ кунхи пӗчӗк хурлӑхсем ҫыртса чӑрмаланӑ чух, ҫав минутсенче эпӗ хам кӗлӗсене шутласа кӑларма тӑрӑшаттӑм; эпӗ хамӑн савӑнӑҫлӑ мар пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑша кайсанах, самантрах сӑмахсенчен жалобӑсем пула-пула тӑратчӗҫ: — Эй, турӑ, турӑ — кичем мана! Ҫакӑн ҫинчен вӑл мана эпӗ тӑна кӗрсе ҫитсен каласа пачӗ. Иконин мана курсан савӑнсах кайрӗ, хӑй историпе экзамен тепӗр хут тытасси, истори профессорӗ ун ҫине пӗлтӗрхи экзаментах ҫиленни, вӑл ӑна ун чухне те пӑтраштарса яни ҫинчен пӗлтерчӗ. Май килсен, вӑл мирлӗ кӗлеткипе ҫынсене улталӗ, кирлӗ пулсан — ҫапӑҫма пултарӗ, тенӗ. Ҫавна каласан, Спэнглер юн тупнӑ ҫӗре каялла кайнӑ. — Кам ку? — шӑхӑракан сасӑпа пӑшӑлтатса ыйтрӗ вӑл. * * * Вӑл тухса кайсанах, Яков Лукич хӑма ҫинчи шашкӑсене пӑтраштарчӗ те хулпуҫҫи урлӑ пӳрнипе алӑк ҫине тӗллесе кӑтартрӗ: — Епле йыт аҫи? Паллах, лешсем ҫӗнтернӗ, мӗншӗн тесен вӗсем саккӑрӑн пулнӑ. — Эсӗ арман хуҫине качча тухни нумай пулать-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. — Ан кансӗрлеччӗрех ҫак пӗтме маннӑ кашкӑрсем! — сывлӑш ҫавӑрчӗ Огнянов. Тен, ҫак тӑвӑла та тӳссе ирттерӗ вӑл, ӳкмӗ? Ҫавӑнтах тата: «Тӑххӑрмӗш чысла тӗлӗнче аш сутакантан кастарнӑ такасемшӗн укҫа илмеллеччӗ», — тесе астуса илнӗ. Вӑл утнине, вӑл харлаттарса ҫывӑрнине, унӑн ҫӳҫӗсене, хӑй кашни ир тасатакан аттисене те курас килместчӗ манӑн. Сӑртсен тӑрринелле хӑпарса пырса тата икӗ асаплӑ сехет иртрӗ. Хутран-ситрен вӗсенче тилӗрсе кайнӑ чӑрсӑрлӑх янӑранӑ… Вӑл турӑ лаша чӑтлӑха кӗме пуҫланине курнӑ. Ҫын вӗлерекене хӗрхенмелле мар. — Ну-с, мӗнлерех сортличчӗ вара вӑл сирӗн ӗҫӗр? — пиллӗкмӗш черкке хыҫҫӑн ыйтрӗ уретник, ҫурӑмӗпе таяннӑ май, айӗнчи кивӗ креслӑна лӑчӑртаттарса. Ҫавӑн чухне эпӗ куртӑм: вӑл мана пӑрахасшӑн пулчӗ. Пичче Король урамӗнче хӑй ҫуртӗнче пурӑнать, унӑн ҫуртне ҫуррине кирпӗчрен, ҫуррине йывӑҫран тунӑ, пӳрт ҫийне картлӑ-картлӑ эрешлесе пӗтернӗ; ҫак ҫурт Гамбург хулин чи авалхи пайӗнче, 1842-мӗш ҫулти, пушартан темле майпа хӑтӑлса юлнӑ вырӑнта, хула витӗр кукӑркаланса иртекен пӗр канал хӗрринче ларать. Ку ҫеҫ те мар-ха, яхта ҫине пассажир вырӑнне мар, экипажӑн членӗ вырӑнне илме тилмӗрет Роберт: юнга-и унта, е матрос — уншӑн пулсан пурпӗр. Вӗсен ҫакӑнпа та килӗшмелле пулчӗ. Ачана тинӗс ҫинче ҫӳреме вӗрентмешкӗн Джон Мангльса хушрӗҫ. — Тавтапуҫ. Ҫак урапа хӑрушӑ пушхир урлӑ епле чиперех каҫса ӳкни, ҫеҫенхирте ҫӳрекен вӑрӑ-хурахсем ӑна епле ҫаратманни тата хӑш чух пӗчӗк ушкӑнсемпе ҫывӑхрах ҫӳрекен индеецсем епле-ха Грюнманский господинӑн тирне сӳсе илменни ҫинчен пӗр хӑй кӑна пӗлет, лагерьти ҫынсемшӗн вӑл килни тата вӑл пирвайхи кунтанах пуйма пуҫлани ҫеҫ паллӑ пулчӗ. — Ҫавӑн пекех каларӗ. Ҫав Ступинӑн курайманлӑхне тӗрӗс ҫулпа илсе пырас пулсан, тусене тепӗр май ҫавӑрса лартма пулать, тет. — Тӗрӗс. Пултаратӑп. Ромашов тертлӗн-вӑтанчӑклӑн кулса илчӗ, анчах сасартӑк: — Питӗ хитре!.. — тавӑрчӗ кӑшт чӗтрекен сасӑпа ним шӳтлемесӗр те салхун. Мӑнакка патне каяр мар-и, унта вара эпир ӑна тӑна кӗртӗпӗр. — Вӑл ҫакрӗ-и, э? — ыйтрӗ Квейс, Лозневой ҫинелле кӑтартса. Ярса парӗҫ, вун тӑххӑрмӗш ҫулхи пек, акӑлчан шинелӗсем, хӑйсем килте кофей ӗҫсе ларӗҫ, арӑмӗсемпе выляса йӑпанӗҫ, — вара мӗн тӑвӑпӑр вӗсен шинелӗсемпе? Анчах Шульгович полковник ҫӗтсе, ҫухалса кайнӑ; ҫынни вӑл хӑюллӑ-ха, хастар — кун пирки сӑмах та ҫук, анчах нервисем ун ҫак тамӑклӑха тӳсеймен. Чи малтан Франц Обердофера чӗнеҫҫӗ. Пӗр икӗ эрне каялла эпир санпа окружкомра тӗл пулнӑччӗ. Ҫапла иртрӗ кун хыҫҫӑн кун юрпа витӗннӗ лӑпкӑ уҫадьбӑра. Халиччен вӑл кунашкал нихӑҫан та хӑтланманччӗ-ха, анчах Шурочка, йӗкӗтре пач кӗтмен ҫӗртенех ӗрӗхсе ҫӗкленнӗ хавха хастарлӑхне парӑнчӗ тейӗн, ӑна-кӑна ӑс-тӑна хывмасӑр, каччӑ чуптӑвӗсене ним чухлӗ те хирӗҫлемерӗ, ун ҫине именчӗкрех тӗлӗнӳпе кулса ҫеҫ пӑхса тӑчӗ. Эпӗ ӑна чӑрмантарас темерӗм, ҫуртана илтӗм те пӳрте кӗтӗм. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑма хӑй пӗлнӗ таран лӑплантарас тесе вӑл виҫҫӗшӗ те инҫетре, пӗр тӗттӗм ялта, Брузжак пиччӗшӗ патӗнче пурӑнаҫҫӗ тесе, вӗсене унта хӑрушӑ мар, анчах халех киле тавӑрӑнма юрамасть, нимӗҫсене кунта тӑма йывӑрлансах пырать, часах улшӑну пулассине кӗтсе тӑмалла, тесе пӗлтерчӗ. Каласа кӑтартаканни хӑйсем вӗлернӗ ҫыннине питӗ мухтарӗ, кун хыҫҫӑн эпӗ тата виҫҫӗшне вӗлертӗм, — шел мар, анчах юлташа паян кунччен те хӗрхенетӗп, лайӑх юлташчӗ вӑл, ӑслӑ, савӑнӑҫлӑ, таса чунлӑ. — Тоньӑн сасси кӑшт чӗтресе илчӗ. Телеграмминче ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Ҫак кунсенчех ҫула май темиҫе сехетлӗхе Мускавра пулатӑп числипе сехетне тепӗр телеграммӑпа пӗлтеретӗп тчк Аҫу». — Эпӗ килте ҫук, тейӗр. Юратса пӑхма тӗл килмен ытти хӗрарӑмсем пекех, вӑл темӗскере ӗмӗтленнӗ, анчах мӗне ӗмӗтленнине чӑннипех хӑй те пӗлмен. Анчах вӑл часах ҫитет. Акӑ хӑҫан пире заложник кирлӗ пулать. — Питех аван, Джон, — терӗ ӑна Гленарван, — эсир пыма пултаратӑр пирӗнпе. «Октябрьти революци хыҫҫӑнхи литературӑра хресчен пурнӑҫӗ» вӗҫленчӗ. Ҫав чӑтлӑх мӗн куҫ ҫитнӗ таран сылтӑмалла та, сулахаялла та тӑсӑлса кайнӑ. — Анна лайӑх каласа пачӗ. Сана пӗр истори каласа парам. Халӗ утма ҫӑмӑлланчӗ. — Халӗ колхозница-ҫке-ха вӑл… Итле-ха, тусӑм, доктор манӑн ҫак койка ҫинче хӑҫанччен выртмалли ҫинчен каламарӗ-и? Эпӗ каларӑм: эпӗ акӑлчан ҫынни, мана усал элчел халиччен пӗр ӑслӑ чӗрчун та лекмен хӑрушӑ йывӑр инкексене лектерчӗ, терӗм те хӑма тӗрмерен хӑтарма тархасларӑм. Ҫурт умӗнче, тротуар ҫинче тӑракан хӗрне инҫетренех курсан, Вавжон тӗлӗнсе кайрӗ те хӑвӑртрах утма пуҫларӗ. — Ку ӗнтӗ манӑн ӗҫ мар; хам мӗн чухлӗ тӑнине хакласа тӑрасси вӑл урӑх ҫын ӗҫӗ. La belle Flamande, эсӗ ӑна ҫапла чӗнетӗн, иккӗмӗш эрне ӗнтӗ ман патӑмра хӑнара пурӑнать, мӗншӗн тесен амӑшӗ таҫта хӑнана кайнӑ, ҫак хӗр маншӑн тӑрӑшса, хӑй мана чунтан-чӗререн юратнине кӑтартать. Алла касса пӑрахрӑм, хӗнерӗҫ мана уншӑн. Кӑткӑ мастоданта парӑнтарчӗ, Пигмей ҫиҫӗме пӑталарӗ. Тата, унсӑр пуҫне те, ҫав пуҫа касса татни мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха? — Мӗн — кукамаю? Елена кӑштах хӗрелсе кайрӗ те Шубина аллине пачӗ. Лось вӗсем ҫине тӗллесе кӑтартрӗ: — Ахӑртнех, кусем — электричествӑн ҫӗр айӗнчи провочӗсен пуссисем. Анчах вӗсене пурне те пӑрахса хӑварнӑ. Хайӗн пурнӑҫӗ Шырланпуҫра мухтанмаллах йӗркеленсе каяйманни тата райкомӑн ҫӗнӗ секретарӗ хӑй умне лартнӑ задачӑсем ҫинчен шухӑшланӑ май, вӑл каллех Лушкӑна аса илчӗ: ҫав пурӑннӑ ҫыхха ыраттармасӑр мӗнле салтса ямалла-ха унӑн? Тепӗр темиҫе ҫул иртсен тин эпӗ ҫынсем нумайӑшӗ вилес умӗн анасланине пӗлтӗм. Ӗмӗрӗр вӑрӑм пултӑр! Эпӗ сире ҫавӑн пек каланӑшӑн каҫарӑр мана. — Мӗн аван? — Каҫса кайрӑмӑр-и? Вӑл шӑппӑн кӑна ыйтрӗ: — Эпӗ кая юлмарӑм-и? — Вӑл мана чирлӗ, тет. Эс пӗлетне ку кам иккенне? — Ку нимӗн те мар! — терӗ ӑна хирӗҫ Софья, хӑй валли татах кофе ярса. Ан шанӑр ӑна! Эпӗ вара маттур йӗкӗтсене суйласа пухатӑп та пӗтӗм флотпа — полюссем патнелле, унта электромагнит станцийӗсене ярса илетӗп. Пӑлхавлӑн шӑхӑртса яни илтӗнчӗ. — Ла-апшин! Мӗн семетрилле ухмаха перетӗн ҫак эсӗ унта? Чышкусемпе Рязань хӗрарӑмӗ ухватпа чыхнӑ пек чыхатӑн: хав, хав!.. Яхӑна та ярас ҫук! — тесе хунӑ. Вӗсем лавкка патне ҫывахарах пычӗҫ. Вара арҫын ачасенчен пӗри шаршан хыҫӗнчен сиксе тухрӗ те пӗр юланутҫине йӗнер ҫинчен персе ӳкерчӗ. — Хурчка. — Ҫывӑхарах кил. Капитан Грант ури ӗмӗрне пусса курайман ҫак континент ҫинче ӑна шырама тухнӑ ҫынсене вилӗм хӑратать. Чӑтас пулать. Унӑн икӗ вӗҫӗ те йӗп пек вӗҫлеке пулнӑ. Анчах та эпӗ сире чӑнлӑха ҫеҫ кӑтартса парасшӑн пултӑм… — Эсӗ кунтах пурнас тетӗн иккен? «Тулӑклӑ фактор! — тесе калать, тет, — ҫан-ҫурӑма питӗ уҫать — кӑна асра тытас». Мӗншӗн ҫимелле пулнӑ-ха унӑн ҫын какайне? Тен йӑлине пӑхӑнса-и? Хӗрлӗрех ҫутӑ ҫуртсен сӗвек стенисене куҫкалакан мӗлкесемпе чӗртрӗ, чӳречесенче ҫиҫет. — Эсир: «Ӑҫта эпир ҫук — унта пур ҫӗрте те лайӑх» текен ваттисен сӑмахне ӗҫлетӗр вӗт-ха, — терӗ Базаров: — кунсӑр пуҫне, эсир ӗнер хӑвӑрах кӑмӑлӑр тулман, терӗр. Сылтӑмра ҫиҫӗм ялтӑртатса илчӗ, куҫкӗски ҫине ӳкнӗ пек, ҫавӑнтах аякра тепре ҫуталчӗ. Унтан Артур сасартӑк:— Миҫе ҫулта эсир, Джим, вунҫиччӗре-и? — тесе ыйтрӗ. Мӗнле кӗнеке парса хӑварчӗ-ха вӑл сана? Ҫулӑмпала ӗннӗ тимӗрҫӗ кушака ҫӗре илсе анчӗ. Анчах ман шухӑшпа, тимӗр-бетон ӗҫӗнчи ҫынсем те… сирӗн пек тумаҫҫӗ. Хӑвармасӑр вара! Анчах пӑрахучӗ саланса кайса путмасан? Мересьев каллех унӑн карланкинчен перекен шӑршлӑ сывлӑша туйрӗ. Виҫӗ уйӑх каялла пирӗн тете ывӑлӗ Бад юханшыв леш енчи вӑрманта юланпа пынӑ, — айван! — хӗҫпӑшалсӑрах тухнӑ пулнӑ вӑл, сасартӑк пӗр чӑтлӑх вырӑнта ун хыҫӗнчех лаша чупни илтӗннӗ, ҫаврӑнса пӑхать те — ун хыҫҫӑн Кукша Шепердсон сиктерсе пырать, аллинче — пӑшал; кӑвакарнӑ ҫӳҫ пӗрчисем ҫил ҫинче вӗлкӗшеҫҫӗ. Бадӑн лаша ҫинчен сиксе анса тӗм хушшине пытанасчӗ хуть; ҫук, старик хӑваласа ҫитеймӗ тесе шутлать вӑл, ҫапла вӗсем пилӗк мильӑна яхӑн юланутпа каяҫҫӗ, старик ҫывхарсах пырать; юлашкинчен Бад курать: ӗҫ япӑх, вара вӑл лашине чарать те, пуля ҫурӑмран мар, кӑкӑртан лектӗр тесе, старик еннелле ҫаврӑнать, старик ӑна ҫавӑнтах персе вӗлерет. Анчах, ҫыран хӗрринчен хускалсанах, кимме шыв юхӑмӗ ярса илчӗ те, харсӑр моряксем хӑйсен хӑюллӑх пулман пулсан чут ҫеҫ пӗтетчӗҫ. Вулкан вӑйӗ пире Гекла кратӗрӗ витӗр кӑларса пӑрахӗ-ши, е вут-хӗм кӑларса тӑракан ҫичӗ туран пӗрин витӗр кӑларӗ-ши? Гусев хӑрӑлтатать. Пӗлетӗр-и эсир, манӑн Виктор кӗвӗҫме те пуҫларӗ. Пытариччен те, пытарсан та эпӗ йӗме чарӑнмарӑм, хуйхӑллӑ ҫӳрерӗм, анчах ҫак хуйха аса илме намӑс мана, мӗншӗн тесен ун ҫумне яланах хама хам ытти ҫынсенчен мала хурассин темле туйӑмӗ хутшӑнчӗ: е манӑн кӑмӑл ыттисеннинчен ытларах хуҫӑлнӑ пек кӑтартасшӑн пултӑм, е хам ҫинчен ҫынсем мӗн шутласси пирки пӑшӑрхантӑм, е пӗр тӗллевсӗр Мими калпакӗ ҫине, ҫынсен пичӗсем ҫине сӑнавлӑн пӑхкаларӑм. — Хам та — пур пӗрех. Халӗ ӗнтӗ эсӗ колхозник мар, факт! Хӑй Бретание килнӗ кунтанпах вӑл хресчен тумне хывман, кирек мӗнле тумпа та хӑй ҫаплах чаплӑ улпут пулса юлатӑп тесе шутланӑ. Ку вӑл — киревсӗр, анчах ытлашши темех мар-ха; анчах час-часах ҫакӑн пек те пулать: арӑмӗпе упӑшки пӗр-пӗринпе мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗрле пурӑнатпӑр тесе калаҫса татӑлаҫҫӗ те хӑйсем вара иккӗмӗш уйӑхрах пӗр-пӗрне курайми пулса ҫитеҫҫӗ, уйрӑласси ҫинчен шутлаҫҫӗ, пурӑнасса ҫапах та пӗрлех пурӑнаҫҫӗ-ха — ҫакӑн пек чухне ӗнтӗ вӗсемшӗн хӑрушӑ тамӑк пуҫланать те. Вӑл хӑйӗн вӗлтрен тӑррийӗсене кӑмака ҫине шӑнкӑрчсемпе юнашар асӑрхануллӑн лартрӗ те хывма ӗлкӗрнӗ кӗске свиткине сак ҫине пӑрахрӗ, вара ним чӗнмесӗрех хаттӑран тухрӗ. Мана мӗн ӗҫ унпала? Эпӗ, тен, ытлашши уҫҫӑнах калаймастӑп, ҫапах та эсир мана ӑнланасса шанатӑп… «Кам чарать сана? — Кунта та малалла куҫса пыраканнисем пур, анчах леш вырӑнти пекех мар, лӑпкӑрах. Ӑйӑрсемпе кам ҫӳретӗр? «Калӑр-ха, тархасшӑн, мӗн тума кирлӗ сире ҫав тумтирсемпе пӗрле типӗтме ҫакнӑ пӑшал?» Нумайччен ахлатнӑ вӑл, ассӑн сывланӑ, пӑшӑлтатса кӗлӗсем каланӑ, сӑх-сӑхнӑ, унтан каллех хӑйне канӑҫ паман пурнӑҫ ҫинчен шухӑша кайнӑ: «Мӗн хирӗҫет-ха Александр Анисимович ҫав хӑрах куҫлӑ полякпа? Ман тавра вара пӗр-пӗрин аллисене чӑмӑртаҫҫӗ, тӗрткелешеҫҫӗ, пур енчен те туслӑхпа килӗштерӳ сӑмахӗсем, ӑшӑ кулӑсем, шӳтленисем илтӗнеҫҫӗ. — Фомушка! О, мӗнлерех тертлентертӗн эсӗ мана, Олеся!.. — Мӗншӗн тесен вӑл Николай Антоныча кураймасть. Лось чарӑнчӗ те пуҫне каҫӑртрӗ. Пӗр виҫӗ уйӑхран ӑна пӗр полка куҫармалла турӗҫ те, вӑл вара Грузие тухса кайрӗ. Вӑл пемерӗ, затворне кӑна шаклаттарчӗ. Ҫак самантра понтоннӑй кӗпер ҫинче вӑл кам хыҫҫӑн чупнине эпӗ курах кайрӑм. Сулахай ура пуҫне каялла! Унта ӑшӑхрах! Ҫак историе мана каласа кӑтартнӑ чух денщиксем те кулчӗҫ закройщикӑн майрине ятларӗҫ. Лихо мана, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, юратмастчӗ. Хам сивӗтӗп эп ӑна сирӗн патӑртан. Хӑшӗ-пӗрисем Мускав шывне кайса пушар сӳнтерекенсене вакӑра пулӑ тытма пулӑшатчӗҫ, хӑшӗсем ал айне тӗл килекен япала тупӑнмӗ-ши тесе, Сухаревка пасарӗнче хӗвӗшсе ҫӳретчӗҫ. Ӗҫе хӑвӑртрах пӗтерӗр; ту хушшипе иртсе ҫӳрекенсем пулӗҫ — пире вӗсем курма пултарӗҫ. Андрей халиччен танксене тӗл пулса курман та, ҫавӑнпа ӗнтӗ салтак пиҫиххийӗ ҫумӗнче ҫакӑнса ҫӳрекен вӑйсӑр япаласемпе танксене хирӗҫ кӗрешме ҫав тери хӗн тата ҫав тери хӑрушӑ иккенне пӗлмен. Ыран кӑвак ҫутӑллах пӗрремӗш бригадӑна каятӑп. Наталья — питӗ лайӑх арӑм, ӑста кил хуҫи, вӑл хӑяра питӗ лайӑх йӳҫӗтет, кӑмпа тӑварлать, варенисем пӗҫерет, вӑл тӑрӑшнипе килти тарҫӑсем те сехет механизмӗнчи пӗчӗк кустӑрмасем пек тӗрӗс ӗҫлеҫҫӗ — Наталья хӑйӗн упӑшкине, сӗт ҫине пухӑннӑ хӑйма евӗр, ывӑнма пӗлмесӗр юратнӑ. Мӗнех вара, эпӗ те малалла пысӑк чина ҫитме пултаратӑп. — Пире ҫавӑрса илнӗ пекех, чӑнах. Утиялӑра вӑрланӑ-и? — аптрасах ӳкрӗ старик. Ҫулӑн икӗ енӗпе юр пуснипе курпунне кӑларнӑ хура армутипе талпиҫенсем мӗскӗннӗн ларса юлаҫҫӗ. Ӑслӑ ҫын, явӑл, нумай вуланӑскер. Эй таса ырӑсем, ку хӗрарӑм-ҫке! Эпӗ шлюпкӑна мӗнле антарнине те куртӑм… Ҫапла эпир хамӑр ҫӑлӑнасси ҫинчен пӗлтӗмӗр. Ачамсем, хаклӑ ачамсем, мана ыталама пултарчӗҫ!.. Оленин Марьянӑна курас ӗмӗтпе ирӗпех картиш тӑрӑх ҫӳрерӗ. Шӑпах Иван Павлыч килӗнче ҫук. Хӑй умӗнче икҫӗр чура чӗтресе, хӑраса тӑнӑ мӑнкӑмӑллӑ Пойндекстер халӗ хӑйне хушса тӑма пултаракан умӗнче тӑнӑ. Оленин Марьяна патне пӗшкӗнчӗ. Герб тӗлӗшпе ӗҫ пӗтерсен, ытти ӗҫсене тытӑнчӗ вӑл, мӗнлерех сӑмахсем ҫырмалла-ши тесе шухӑшлама пуҫларӗ, хурлантаракан сӑмахсем ҫырасшӑн пулчӗ вӑл; Джима унсӑрӑн юрамасть-мӗн, пурте ҫавӑн пек ҫырса хӑвараҫҫӗ. Аврамӑн сасси хавасланса чӗтренӗ пек сисӗнет. Малалла ҫыр. Йӑлтах вырӑсла. Ытла ыра ҫын Иван Иванови?! Темиҫе хутчен вӑл пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗр кулса ячӗ, сочинение те мана васкаса тыттарчӗ. «Ман тивӗҫӗм ҫавӑн пекчӗ», — терӗ вӑл. (Матфейӑн V, 28). Кам пӗлтӗр… Ҫакӑнта Яков ҫынсен ухмахлӑхӗ ӳссе пынине курнӑ, анчах вӑл хӑй хӑрасси шухӑшласа кӑларнӑскер пулман, ку чӑн пурнӑҫранах тухса тӑнӑ; вӑл хӑйӗн мӑйӗ ҫине куҫа курӑнман мӑйкӑч тӑхӑнтарнине, ҫав мӑйкӑч тӑвӑрланса пынине, ӑна вӑл пысӑк та нимӗнпе сирсе яма ҫук хурлӑх патнелле илсе пынине пӗтӗм ӳт-тирӗпе туйса тӑнӑ. — Мӗскӗн! — терӗ Маркони хурлӑхлӑ сасӑпа. Кӑвак ҫӳҫлӗ джентльменӗ вара туртса илнӗ утиялне вырӑнӗ ҫине пӑрахрӗ те самантрах стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне ярса тытрӗ, хӑвӑрт кӑна куҫлӑх тӑхӑнчӗ, пӑшалне тулалла кӑларчӗ те, куҫне хӗссе, ҫӳлелле персе ячӗ. — Вил ӗнтӗ, выҫса вилес килет пулсан. — Кайӑр, кайӑр, — терӗ вӑл ачаш салхулӑхпа. Куҫӑма уҫсан, эпӗ мана пиҫиххирен хамӑр проводникӑн вӑйлӑ алли тытса тӑнине сисрӗм. Варя тӑтӑшах тем калама тӑчӗ, анчах ӑна темле вӑй чарса пычӗ. — Джон, — терӗ Гленарван, — «Дункан» — тӗреклӗ судно, унӑн капитанӗ маҫтӑр моряк. — Ҫук, — терӗ вӑл, — ӳкӗнме вӑхӑт иртнӗ манӑн. Мана каҫару пулас ҫук. — Княжна. — Пӗртте тӗрӗс мар! — терӗ хохол хыттӑн. Николай Антоныч юратнипе тӑнран тухать иккен — тӗлӗнмелле япала ку! — Нимӗнле арӑслан та ҫук, ачам, — терӗ Гаррис. — Хӗвелтухӑҫнелле малалла кайса эпир Грант капитанӑн йӗрӗ ҫине ӳкме пултаратпӑр. — Чим! — терӗ Ефим хуллен, — ӳсӗрет… Вара телейлӗ пит-куҫпалан пуҫне хыҫалалла ывӑтать те:— Тӳп-тӳррӗн! — кӑшкӑрса ярать пӗтӗм уя янӑраттаракан ҫинҫерех уҫӑ сассипе. — Ҫук, каласа-амӑр, граф, мӗншӗн мана яланах ҫапла пӑчӑ? — вӗрттеркӗчпе хӑвӑрттӑн сулкаланӑ май, хӑй умнелле ӳпӗннӗ Олизар ҫине пӑхса, юрланӑ пек тӑстарчӗ вӑл ачашшӑн. — Унта дикарь пур! — терӗ вӑл. Тепӗр сехетрен акӑ пӗр инвалид вӗресе тухнӑ сӑмаварпа чейник илсе кӗчӗ. Вилӗ шхунӑччӗ-ши? Якатнӑ турат куҫне ҫип-ҫинҫе пӑрапа шӑтарчӗ. Ӗҫне туса пӗтерсен, ҫав шӑтӑкран вӗрчӗ те, кӗрпе юлашкисем тупӑ кӗпҫинчен тухса вӗҫрӗҫ. Курӑни-курӑнми пӗчӗк пусмасемпе сукмаксем ҫӳлелле, ханкӑрсен хулине хӑпартаҫҫӗ. Анчах та вӑл хӑй малтан… Кӗнеки пачӑшкӑн пулнине пӗлсессӗн, вӗсем пурте пачӑшка романсем вуланинчен тӗлӗнсе те тарӑхса ӑна тата тепӗр хут тыткаласа пӑхрӗҫ, ҫапах та ҫавӑ вӗсене пӑртак лӑплантарчӗ. Тӗрӗссипе каласан — манӑн вилес килмест. Кӑнтӑрла, плуг майланӑ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ те ун ҫухи тӗренне хӑпартса антармалли тыткӑча ҫакланчӗ, вара вартах тӳрленсе тӑрсан, ун тельняшки шатӑрах ҫурмаран ҫурӑлса ӳкрӗ. Фронтовиксем, сӳрӗккӗн те хӑюсӑр, мала тухса тӑчӗҫ. — Мӗн те пулин хӑвна юрӑхлине тупрӑн-и? — ытлашши интересленсех те кайман пек ыйтрӗ Корытов, вара ответа кӗтсе илмесӗрех, — вӑл хӑй ҫаплалларах пулмалла — ҫапла асӑрхаттарчӗ: — Пустуях счетовода каймарӑн эсӗ. Асапланни яланах ӑс-тӑн элементӗнчен килет, ҫавӑнпа та этемӗн ӑс-тӑнӗ мӗн чухлӗ ҫӳлӗрех, йӗркеллӗрех, ыратнине ирттерсе ярасси те ҫавӑн чухлӗ ҫӑмӑлрах». Чӑн та ӗнтӗ, Зеба хӑйне эсир унта сайра кӑна тӗл пулӑр. — Чӑнах та, мӗншӗн килнӗ-ха эсӗ? — йӑл кулса ыйтрӗ Давыдов. — Мана хамӑн господина каҫарма е каҫармасӑр тӑма аван мар, — ответлерӗ ватӑ тарҫӑ. «Слесарь» кӗчӗ. Куратӑр пулӗ, эпӗ сирӗн умӑрта ниме юрӑхсӑр ҫын… Лешӗ хытах ахлатса ячӗ. Вӑл Лука кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ, ҫын виллине асӑрхарӗ те сасартӑк сассине улӑштарчӗ. Ӑна чӑнкӑ сӑртран анаталла, юханшыв хӗрринелле ларса тухнӑ, хурӑн, йӑмра, пилеш, ҫӗмӗрт ращинче пытанса ларакан тӑван ялӗ ун пуҫӗнчен тухма пӗлмерӗҫ… Ҫак тӗлте пурӑнӑҫра кирлисене пурне те туса хурӑпӑр, вара пиртен пӗри Том Аустин патне кайса, ӑна Туфольд бухтине якӑр ярса лартма калатӑр. Паян компас ҫине Негоро ӑнсӑртран ӳкнине пӗрремӗш компас ҫӗмӗрӗлни хушшинче ҫыхӑну ҫук-ши тесе ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Ну, мӗне кура тепӗр хут кӗрлеме тапратрӑр-ха? «Сан патна килтӗм, ырӑ Пацюк!» — терӗ Вакула, каллех пуҫ тайса. — Эсир вӗт — никам та мар. Окрӗҫтӑвком членӗ суранланнӑ. Калаҫу пирӗн татах та тӑсӑлатчӗ-ха, анчах калаҫмалли сӑмах урӑх тупӑнмарӗ. Вӗсене тӗрлӗрен вырнаҫтарса сӑмах тӑвасси пӗчӗкскере питӗ илӗртрӗ. Хӑш-пӗр чух вӑл хырӑмӗ хытса ларичченех кулать, ун пек негр эпӗ урӑх курман. — Малтанлӑха вӑл чип-чиперрӗн ларчӗ, эрех пама хушрӗ, — калаҫрӗ Мануйлиха, — унтан кайрӗ те кайрӗ вара: «Хӑвӑн мӗнпур ҫӗтӗк-ҫурӑкупа ҫирӗм тӑват сехет хушшинче тухса вӗҫтернӗ пултӑр хаттӑран, тет. — Мускава хӑҫанччен? Йӗри-тавра куҫа ҫиекен, ыхра шӑрши кӗрекен тӗтӗм йӑсӑрланнӑ; тӑрук ҫил вӗрни тӗтӗм пӗлӗтне сирсе ярсан вара Алексей пуҫ тӑрринче тӗлӗнмелле ҫутӑлса тӑракан темӗн пысӑкӑш ҫӑлтӑрсене курчӗ. Святой атте тӗрмесене уҫса, либераллӑ кахалсен пӗтӗм бандине сӑнчӑртан вӗҫертсе янӑ хыҫҫӑн закона хисеплессине кӗтме пулать-и вара! Эпӗ ассӑн сывласа илтӗм те пӑрӑнтӑм… Артамонов тусан пек вӗтӗ, юр витӗр малалла утса кайрӗ. Эх, ҫамрӑксем ҫав! кирек хӑҫан та вара ытла хӗрсе каяҫҫӗ, Анчах пӑшал сасси янраса та кайрӗ, пульӑ лашин кайри урине амантрӗ; хӗрсе кайнипе вӑл тата вунӑ утӑма яхӑн сиксе илчӗ те ҫавӑнтах такӑнчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ. Кӑнтӑрла Хӗвел чи ҫӳле улӑхса ҫитет, ҫав самантра чи кӗске мӗлке пулать, унтан каллех вӑрӑмланма тытӑнать. Эсир Говэна генерал тума та, эшафот ҫине яма та пултаратӑр. Чӑтлӑх тӑрӑх кӗтӳ тапӑртаттарса килнине илтсен вара, тытӑнать сан ӑшӑнта темскер шаккама. Гека йышӑнма юрать. Сӑмахран, тимӗрҫӗсен ӗҫне мухтамалла ҫеҫ, электриксен аптӑрамасть, ыттисен пурин те пӗр майлӑрах. Хальхи вӑхӑтра, тӑванӑм, пушшех те манмалла мар ӑна, — халӗ арҫын тени пурне те ҫитмен япала вӑл. Анчах арчи ытла та йывӑр пирки матроссем пурӗ пӗрле те ещӗке икӗ е виҫӗ футран ытла ҫӳлӗ хӑпартма пултарайман. Унӑн ҫемҫе те ӑшӑ тути уҫӑлчӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Марья Николаевна пуҫне сулласа илчӗ. Лайӑхрах каласа ӑнлантар. — Пур пӗрех йӗрет, — ашшӗ ҫумне пӑчӑртанса каларӗ Ольга. Эсӗ мана ҫакна кала-ха: эсӗ Егорова учительницӑна, комсомолкӑна, пӗлетӗн-и? — Ирхине калаҫса татӑлӑпӑр-ха… — Сан арӑму ӗҫлет. Ҫынпа хутшӑнман ҫынна сӑнаса тӑмасан та юрӗ-ха. Хӗр ун ҫумне хытӑрах та хытӑрах ҫыпӑҫса, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ: — Урасем чӗтреҫҫӗ… ӳкетӗп… … Игнат унӑн сӑмахӗсене илтнӗ, анчах ӑнланман. Вӑл пирӗнччӗ, эпир ун валли хамӑрӑн чи паха япаламӑра усраттӑмӑр, ӑна чи хаклӑ пурлӑхӑмӑра параттӑмӑр. Ҫак хаклӑ, паха япала ыйткалакансен тӗпренчӗкӗ пулин те — эпир ҫирӗм улттӑн, вӑл пӗччен. Ҫавӑнпа, ӑна эпир кӳнӗ асап епле йывӑр пулсан та, унӑн пирӗн умри айӑпӗ тата пысӑкрах! Анчах ҫавӑнтах, пуҫӗнчи кӗҫеленсе ларнӑ ҫӳҫне салатса яма хӑтланса, хӑйӗн ҫаврашка сӑмахӗсене акма тытӑнать: — Ну, унӑн ӗҫне те ӑнланас пулать, вӑл ӗҫ — начар, хӗллехи ӗҫ… Анчах эпӗ ӑна ӗненместӗп! Анне пуҫне сулкаласа, аран-аран йӗмесӗр тӳссе, хама алӑран тытнине аса илтӗм. Панталеоне вара — ҫав тери савӑнчӗ! — Эпир ҫуккине вӗсем ӑҫтан асӑрхаҫҫӗ-ха? Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, Том? — Аха! — терӗ профессор. Анчах ҫӑлтӑрсем ытла инҫетрине пула, вӗсен туртӑм вӑйне шутламӑпӑр. Тепӗр кун ирхине Базаров пуринчен иртерех тӑчӗ те пӳртрен тухрӗ. Ҫӗр камӑн пулнине Шпортной пӗлмеллех, факт. Камӑн вӑл пулать? — терӗ. — Апла Алексей Вениаминовичӑн ывӑлӗ Лена патӗнче, тетӗн? — ыйтрӗ Виктор, кӑмӑллӑн йӑл кулса, унӑн шухӑшӗсем халӗ те Воропаевӑн пурнӑҫӗ тавра явӑнаҫҫӗ. Эпӗ ҫав ҫынна лампа ҫутса пӳрте кӳртрӗм. Вӑл ҫӳлӗскер, сухаллӑскер, пуҫне хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ҫине кӗрӗк тӑхӑннӑччӗ. Шӑнса кӳтнипе вӑл алӑка та хупма пултараймарӗ. Амӑшӗ шухӑша кайса чӳречерен пӑхса илчӗ те хуллен кӑна ыйтрӗ: — Ӑнланаймастӑп эпӗ, Паша, мӗн пур-ха кунта хӑрамалли, чармалли? Йытӑ татах пуҫне ҫӗклерӗ те каллех мӑшт! туса илчӗ. Урлӑшӗ пӗр километрлӑ «кӗсье» астероид тӑрӑх пӗр сехет хушшинчех ҫаврӑнса килме пулать, унӑн ҫийӗ пурӗ те 300 гектар ҫеҫ, хамӑрӑн чи пӗчӗк колхозӑн ҫӗрӗ те унран темиҫе хут пысӑкрах. Ту рельефӗн линине унта ӳсекен йывӑҫсен тӑррисем ҫемҫетнӗ пек туйӑннӑ. Вӑл сӑмах хушмарӗ, хӑранипе аяккалла пӑрӑнчӗ. — Тулӑра ҫуралнӑ вӑл… Хӑратса калаҫас тесен те — епле хӑратӑн-ха, Кӗҫӗн Акимӗ Хӗрлӗ Ҫарта службӑра пулнӑ тата — пӗтӗмӗшпе илсен — хамӑрӑн казаках иккен те? — Акӑ напильник, — сӗнчӗ артиллерист, ывӑнма пӗлмен капитан мӗн тума шутланине чухласа илсе. Кӳр-ха кунта сӑмсуна! — Давыдов тӑрӑшсах пӳрнисене йӗмми ҫумне шӑлса тасатрӗ, ассӑн сывласа илчӗ. — Пӗр-пӗр чухне колхоз правленине кӗрсе тух-ха, эпӗ сана канфет парап, шӑккалатлине. Ачасем, эсир те ан шарлӑр. Хӑҫан та пулин Колпикова тӗл пулас-тӑк, ӑна калама тата, леш хӗре тупсан, хам ӑна юратнине пӗлтернӗ чух усӑ курма эпӗ романсем пулӑшнипе тӗрлӗрен французла сӑмахсем мӗн чухлӗ шухӑшласа кӑлармарӑм пулӗ! — Ҫапла, пӑрахас пулать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ темиҫе сасӑ, — Пӑрахмалла, пӑрахмалла! Эсир пӗлетӗр-ши, пирӗн ӗнтӗ виски пӗтнӗпе пӗрех. Суламифь бассейна кӗрес умӗн ҫамрӑк хӗрарӑм-тарҫӑсем унта малтан ароматлӑ шевексен хутӑшӗсене янӑ, ҫавсене пула шыв шуралса, кӑвакланса кайнӑ та сӗт тӗслӗ опал йӑлтӑрккисемпе ҫиҫсе выляма пуҫланӑ. Ах, тур-тур, ма-ха эпӗ ҫапла пӗр вырӑнтах тӑратӑп, хӑнасене курницӑна чӗнместӗп? Ӑна ҫавӑн пек самантра ҫамрӑклӑх ҫинчен аса илме ҫав тери ырӑ пулнӑ. Чезаре, крепость планне илӗр те, Ривареса мӗнле тартасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр. Хӗрӳллӗ Нургалей вара, гранатӑсем ҫурӑлнӑ хыҫҫӑнах, пакша пек, траншейӑран икӗ бутылкӑпа сиксе тухрӗ. Хӑш чух маяксем Миките куҫӗ тӗлне пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйсем ҫулпа пынине пӗлсе пынӑ. Эпӗ ӑна татах калаҫтарма темӗн пек хӑтланни те усӑсӑр пулнине кура, эпӗ вӑрман каснӑ ҫӗре кайрӑм. Пӑвана вӗлермелле текен шухӑшпа вӗсем ниепле те килӗшесшӗн пулман. Ӗнер кунта Апфельбаум ятлӑ фокусник килчӗ. Унта пулма пултарайманни нимӗн те ҫук, ҫав тискер кайӑксенчен пӗри, шыв капланса килнинчен сехӗрленсе, омбу ҫинче пытанса юлма пултарнӑ. — Эсӗ-и? — Ун умӗнче — тунката, вӑл калать: тискер кайӑк — тупата!.. Давыдов питӗнчен юн тарса пӗтрӗ. Хӗвел аннӑ, таврара шӑпах, яла таврӑнакан кӗтӳ макӑрашни-ҫухӑрашни ҫеҫ, инҫетререх пулнӑ пирки, кунта хуллентереххӗн илтӗннӗ. Ҫак ароматпа пӗрлех канӑҫсӑррӑн кӗттерекен те тӗтреллӗн систерекен ҫурхи тунсӑх та, пылак та ачашскер, юхса кӗнӗ пек туйӑнса кайрӗ манӑн чуна, — мӗнпур хӗрарӑма; хӑвӑр куҫӑр умӗнчех илемлетсе яракан, иртнӗ ҫуркуннесем тӗлӗшпе яланах темле, ӑнланса пӗтермелле мар ӳкӗнӗҫпе шутлаттаракан ярӑлти ҫунатлӑ тунсӑх. Ух, ҫав ирсӗр ҫӑткӑн кайӑксем! Эпӗ ӑнсӑртран пӗр тетрадӗнчи ӑнӑҫлӑ вырӑна уҫнипе, ирӗксӗрех пӑлханса кайрӑм: «Ив. Иккӗшӗ те пӗр кана шарламасӑр ларчӗҫ, унтан ҫамрӑкки ассӑн сывласа илчӗ те:— Шел! — терӗ. Es ist Zeit! — Пӗр хакале ҫеҫ. Николай Петрович ӑна журналсем вуласа панӑ, Феничка ӗлӗкхи пекех пӑхнӑ: шӳрпе, лимонад, шӗвӗлле пӗҫернӗ ҫӑмартасем, чей иле-иле пырса панӑ; анчах унӑн пӳлӗмне кӗмессеренех ӑна вӑрттӑн хӑрушлӑх ҫавӑрса илнӗ. Иманус ҫапӑҫу хирӗнчен таракансене иккӗшне е виҫҫӗшне персе пӑрахрӗ, анчах ку ним чухлӗ те пулӑшмарӗ. Кун хыҫҫӑн шыҫҫи ерипен чакрӗ унӑн, вӑл сывалчӗ. — «Чаплинӑна каймалла-ха». Яка стенасенче — чӳречесен хушӑк пек ансӑр, тарӑн анисем. Огнянов, хӑйне кӑмӑллӑн йышӑннине пула, пӗр пытармасӑр каласа пама тытӑнчӗ. А эсӗ, Джон Сильвер… эпир нумай вӑхӑт хушши санпа юлташсем пултӑмӑр, анчах халӗ ун пек пулас ҫук. Ҫын ӳсер маррине, вӑл вилнине эпӗ тӳрех ӑнланса илтӗм, анчах ҫавӑ пит те кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пирки ӗненес те килместчӗ. Ҫынсемпе интересленес пулать. Унтан яланах чечек шӑрши, ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшлассинчен ӑна хӳтӗлесе тӑракан шӑршӑ кӗретчӗ. Майн хӗррипе уҫӑлса ҫӳрерӗ, тунсӑхласа илчӗ, ҫул ҫӳреме тухнӑ сумлӑ ҫыннӑн ҫапла тумаллах ӗнтӗ; юлашкинчен, кӑнтӑрла иртни ултӑ сехет ҫине кайсан, ывӑннӑскер, урисем тусанланса пӗтнӗскер, Франкфуртӑн пӗр пӗчӗк чаплах мар урамне пырса тухрӗ. — Хирӗҫес килет-и? Виноград тӗмӗсем тӗрлӗрен кунта: ваккисем, пӗркеленчӗккисем, пӑлан мӑйракисем пекех, туратлисем е ҫуртасем пекех, илемлӗ те яштакисем. Давыдов кантӑк патӗнчен варт ҫаврӑнчӗ, хӗрарӑм ҫине ҫивӗччӗн пӑхрӗ: — Эсӗ, амӑшӗ, матроссене ан тив! Шӑнкӑрав чӗтренсе кайнӑ, вӑл, хӑраса ӳксе, таҫта васкавлӑн чупнӑ пек янӑранӑ… Генерал пире илсе тухма хушрӗ. — Нимӗн те каламастӑп эпӗ сана! — тесе пуҫларӗ сӑмахне хохол, Весовщиков тӑшманла пӑхнине хӑйӗн сенкер куҫӗн кичемрех куллипе ӑшшӑн ачашласа. — Темӗнле судовладелец тинӗсе тухса каяс умӗн командӑна чӗнсе илнӗ, радиотелеграфа ҫав тӗри хӗнпе кӑна тупаҫҫӗ, ӑна та радист пулман пирки хӑварма тӳрӗ килет, тем те пулнӑ унта. Апла-тӑк мӗншӗн-ха пуриншӗн те Николай Антоныч айӑплӑ пултӑр? Нимӗҫсемпе пӗрле пӗр Кӑтра Яша ҫеҫ тӑрса юлнӑ-мӗн, ҫавӑнпа халь пурте ун пирки пӑшӑрханма пуҫларӗҫ. Усӗрпе-и? Хӑш-пӗр чух вӑл фронтри сводкӑна итленӗ те, тарӑхса кайсах, питне пӗркелентернӗ, аллипе сулнӑ: — Э-э, ухмах пуҫсем! Икӗ лье кайсан, каялла чакакансем шыв хӗррине ҫитнӗ те кимӗсем ҫине кӗрсе ларнӑ. Мӗн каласан та тухатлать, — тенӗ Уг-Глук хыттӑн. — Тата манӑн унпа халиччен нимӗнле тӑшманлӑх та пулман. Ҫав Тубянсксенчен хӑшӗ те пулин ҫеҫен хирте мана пуҫа-пуҫӑн тӗл пулмӗ-ши вара! Мӗн, сан шутупа, танксене хирӗҫ чукмарпа хӑмсарса тӑмалла-им? Ара! Ҫавӑн пекех Тристан-да-Куньи утравне сан ҫамрӑк тусу Мункун утравӗ тесе шутларӗ. Анчах ӑҫта каймалла-ха? — Эп санран ыйтатӑп: кам эсӗ? — тепӗр хут ыйтрӗ Дымов. Эпӗ хускалмастӑп, анчах унӑн аллине тата хытӑрах чуптӑватӑп. Пӗлетӗп эпӗ — пӗр земски начальник ял тӑрӑх ут ҫавӑтса пынӑ чух мужиксене хӑйӗн лаши умӗнче пуҫ тайтарнӑ, кам пуҫ тайман — ӑна вӑл хупса лартнӑ. Мӗн тумалла ӗнтӗ ун халӗ, хӑй парӑнса ӳкнӗ хыҫҫӑн, строя таврӑнас шанчӑкӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн? — Мана, тӑванӑм, никам та юратмасть! — мӑнаҫлӑн каласа хунӑ Маякин. Карап палубине тӗплӗн сӳс чиксе питӗрнӗ хыҫҫӑн шала пӗр тумлам шыв та кӗмерӗ. — Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, Аркадий Николаевич? Ытах — арҫын хирӗҫ пулсан, — ыранах каймӑп, тӑхтас пулать… — тесе шухӑшласа пынӑ. — Костя-ҫке эс? — Ун пек юрать-и вара, кунаксем! Вӗсем епле сывпуллашнине курас килнӗрен, эпӗ чарӑнтӑм та Зухин хӑйӗн кӗсйинчен укҫа кӑларса Семенов еннелле тӑснине, лешӗ ун аллине тӗксе янине асӑрхарӑм. Сенкер ҫӳллӗшре ҫунатлӑ кимӗ ишет, анать. — Ҫапла, ҫапла, — пуҫласа ячӗ Базаров: — урок сире, ҫамрӑк тусӑм, кӑштах ӑса кӗртекен тӗслӗх. Эпир те вара сирӗн ҫулӑрпах тухма тӑрӑшӑпӑр. Нотӑсен кӑткӑс юхӑмӗнче унӑн хӑлхи кӗвве уйӑрса илеймерӗ. Эпӗ пилӗк дуэльре секундант пулнӑ, ҫавӑнпа ӑна мӗнле тумаллине пӗлетӗп ӗнтӗ. Хушӑран, уяв кунӗ е канмалли кун, Оленин кунӗпех килте ирттерчӗ. — Кунакран илтӗм. Кардиналӑн митрине хывакан священник ун патне пӗшкӗнчӗ те хӑюсӑр сасӑпа:— Сирен преосвященство! — терӗ. Аса илме вӑтанмалла, мӗншӗн тесен ӑна ҫапла калама манӑн хӑю та ҫитмелле пулман, мӗншӗн тесен вӑл ҫав сӑмахсенчен тата эпӗ ҫав сӑмахсемпе каласа пама шутланӑ туйӑмран калама ҫук ҫӳлте тӑрать. Фома ҫав вӑхӑтра, шӑппӑн кулкаласа, чунне ҫӳҫентерекен туйӑмпа кӑтӑкланса тӑнӑ, ҫак туйӑм унӑн чӗрине темӗнле, тутлӑ шиклӗхпе ҫивӗччӗн, пӗҫертӳллӗн хыпаланӑ. — Мӗнле апла? Вӑл каретӑран тухнӑ-тухманах, Володя пӗр кулмасӑр-тумасӑр куҫне хӗссе хучӗ, вара урисене шаклаттарнӑ май тайкалана-тайкалана пуҫ ухса ун аллине чуптума пычӗ те такампа паллаштарнӑ чухнехи пек ҫапла каларӗ: — Савнӑ аннеме килсе ҫитнӗ ятпа саламлатӑп, ун аллине чуптума ирӗк ыйтатӑп. Бобетинский, аллисене шӑлавар кӗсйисене чиксе лартнӑскер, ури пӳрнисемпе кӗлисем ҫинче виҫӗнкелесе те пирус тӗтӗмне пула куҫӗсене хӗскелентерсе, сӗтел патӗнче тӑратчӗ. — Ҫук. Часах вилнӗ вӑл. Юргин куҫ шӑрҫийӗсене йӑлкӑштарса илчӗ: — Тӑрӑр! — терӗ вӑл. Пӗчӗк ачасем карманьола кӗввине пакӑлтатаҫҫӗ. — О, ҫук, патшамҫӑм, юратӑвӑм ман, эпӗ ӳкӗнместӗп. «Пилигрим» ҫинче йытӑ кӑмӑлӗ хӑвӑрт улшӑнчӗ. Кухньӑсенчен тӗтӗм тухать. Эсир яланах мана: пире музыкӑна вӗрент те пире французла вӗрент, тесе йӑлӑхтараттӑрччӗ; акӑ сире француз, вӑлах тата фортепьяно калать… Пур ватса тӑкнӑ чӗрене пӗр ҫӗре пӗрлештеретпӗр, теҫҫӗ, — пӗрлештереҫҫех! Хӳме леш енче ахӑлтатса кулаҫҫӗ. Киммине хӑваран лайӑх кӑкартӑм, унтан кӑшт апатлантӑм, вара чӗлӗм турткаланӑ май хамӑн малашне мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлакалас тесе, кимӗ тӗпне выртрӑм. «Юратсан…» «Мӗнле айван эс!..» Тепӗр сехетрен Желамбр килне таврӑнса, васкавлӑ суднӑпа д'Артуа граф патне ҫакӑн пек ҫыру ҫырса ячӗ:«Ваша светлость! Сэм Митчел уйрӑммӑн асӑрхаттарса каланине итлекенсем тата ҫакӑн ҫинчен пӗлчӗҫ: ертсе пыракансем те, йытӑсем те ҫак кӗтӳн чӑн-чӑн вожакӗсем мар. Лаша икӗ хутчен малти урипе ҫемҫе ҫӗре кукалесе илчӗ. — Эпӗ американец, сирӗн пекех, — миссис… Палламан ҫын америка хӗрарӑмӗ хӑй ятне каласса кӗтсе шӑпланчӗ. Манӑн, сан тӗлне пӗр кивӗ паспорт та пур… Кирлӗ пулӗ сана… Эпӗ хӗрпе каччӑ пӗрне пӗри савса пурӑнни ҫинчен каламастӑп, пачах урӑхла, ун пек ҫепӗҫлӗхсенчен хӑратӑп; пурнӑҫра питӗ телейсӗр пулнипе эпӗ унашкал юратура ултавсӑр пуҫне тӗрӗслӗхӗн пӗр хӗмне те кураймарӑм, ҫав ултавра туйӑмлӑх, арлӑ-арӑмлӑ ҫыхӑнусем, укҫа, хӑвӑн аллӑна ҫыхса лартасшӑн е салтса ярасшӑн пулни туйӑма хӑйне асар-писӗр чӑлхантарса яратчӗҫ те, вара ним ӑнланма ҫук пулса тӑратчӗ. — Тата тепре-и?.. — Мӗнле уҫкӑч? Вӑл: «Ӑна ҫӗр хут ҫеҫ патакпа ҫаптарса илӗр», тенӗ. Михайло тӑрать те:— Эпӗ каламастӑп, — тесе хурать. Зеб Стумп ӑҫта? Вӑл сехетне малтан кӑларнӑ кӗсйине мар, тепӗр кӗсйине чикрӗ, мӗншӗн тесен леш кӗсйинче замока пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн Иманус панӑ тимӗр алӑк ҫӑра уҫҫи пулнине асӑрхарӗ вӑл: ҫӑра уҫҫи сехетӗн хуппине ватма пултарать. Ҫилленмеллех тухрӗ сӑмахӑм, мӗншӗн тесен Ромашов элекне вӑл сума суса заявлени тет-ҫке-ха. Марьяна, хир качаки пек урисене хуҫлатса, кӑмака ҫинче е тӗттӗм кӗтесре ларчӗ. Луиза рашчаналла, ҫирӗм минута малтантарах мустангер кӗрсе ҫухалнӑ ҫӗрелле кайрӗ. Хӑйне мӗн хушассине кӗтсе тӑмасӑр, вӑл тухса кайнӑ та тепӗр минутӑран ҫурри таран тултарнӑ графин илсе килнӗ; графинӗ ӑшӗнче ватӑ сунарҫӑ «таса кукуруза шывӗ» тенӗ япала пулнӑ, анчах чӑннипе вӑл ырашран тунӑскер пулнӑ. — Ниҫта та кайман-ҫке, — тетӗп эпӗ, — Сидпа иксӗмӗр таркӑн негра хӑваларӑмӑр. Мӗнле таса ҫырать, э? — Бенедикт мистер, мӗн шыратӑр эсир сак айӗнче? — ыйтрӗ унран Халл капитан. — Эпӗ килӗшетӗп, — терӗ Симурден ҫирӗппӗн. Андрее ҫурма тӗттӗмре хӗрарӑмӑн куҫӗсем, чӑхӑмҫӑ лашанни евӗр, вутлӑн-ҫиҫӗмлӗн ҫиҫсе, парӑнми ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнчӗҫ. Вӑл дюйм хулӑнӑш, тӑватӑ ҫӗр фут тӑрӑнӑшӗ пӗр вӗрен илчӗ те, вӑта ҫӗртен йӑлӑ пек туса тӗмеске пек тӑракан лава чулӗнчен ҫаклатса, икӗ вӗҫне те аялалла усса ячӗ. Вӑл хӑйӗн карабинне ҫав тери ӑста тыткалать, пӗрре перет, тепре тапӑнакансенчен пӑшал аврипе ҫапса хӳтӗленет, юлашкинчен унӑн карабинӗ пачах ванса пӗтрӗ. Халӗ вӑл пӗр аллипе пистолет, тепӗр аллипе хӗҫ тытса тӑрать. Ун патне пыма пурте хӑраҫҫӗ. Пӗр тетрадь ҫырса пӗтертӗм, сентре ҫинче тепӗр тетрадь тупрӑм та ӑна та ҫырса тултартӑм, — пикенсе ҫырса ларнипе ҫӗрпӳрт алӑкӗнчи хушӑксем витӗр курӑнакан ҫанталӑк тӳпи шуралса килнине те сисмерӗм. — Вӑл пӗтӗмпех кӗнекесем тӑрӑх шухӑшлать, эпӗ — ахаль, хам ӑсран. Хам курнӑ пек. Хура та кӑтра Степа чӳрече ани ҫинче хӑйӗн хулӑн тутисене усса, чӗтрекен аллипе ҫамкине шӑлкаласа ларать; вӑл халех ҫӗре ӳкес пек, пуҫӗпе урайне ҫапӑнас пек туйӑнать. — Кунта йӗсӗм ҫырли тунисене ӳкернӗ, — суйса каларӗ Цанко. Ун сывлӑшӗ Ромашов пичӗпе тутисене ӑшшӑн та час-чассӑн пыра-пыра сӗртӗнчӗ, хӑй алли айӗнче вӑл унӑн чӗри мӗнлерех хыттӑн тапӑртатса тапнине туйса тӑчӗ. Рада кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ, вӑл пур енне те савӑнса телейлӗн пӑха-пӑха илчӗ. Темӗн, ӑна шанма питех те йывӑр! Кашниех чӗтӗресе мӗскӗн ачасем ҫакна епле тӳссе ирттерӗҫ-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе горизонтра пысӑках мар сӑрт курӑнчӗ. Ҫак тӳремлӗхре ӑна сӑрт вырӑннех шутлама пулать. Вара вӑл сасартӑк каллех, аташтаракан вӗри тӗлӗкри евӗр, пӳлӗмре пуррисем пурте харӑссӑн кӑшкӑрса янине, чупкалама, алӑсемпе сулкалашма тытӑннине курах кайрӗ. — Ҫур мӑя кӑна кунта… тепӗр ҫуррине касса илнӗ пуль, вӑл та кунта пулма кирлӗ. Ҫак япала мӗншӗн капла пулнине философсем ӑнлантарса паччӑр. Хӑй ӑҫта юлчӗ-ха вӑл тата?.. Манӑн часрах анне патне таврӑнас килетчӗ. Унсӑрӑн кам пӗлет вӗсене? — Эпӗ ҫав тери тӗлӗнсе хытса кайрӑм, ним ҫинчен те шухӑшлаймарӑм. — Динго маларах хӑйне туласа тӑкмасан! — хирӗҫлерӗ Бат. Пӗр кӗвӗллӗн чӑрӑлтатса тӑракан тавралӑхра, лӑпкӑ сывлӑша хускатса, тӑтӑшрах та тӑтӑшрах такамӑн «А-а!» тесе кӑшкӑрнӑ хайхи тӗлӗнӳллӗ сасси е тата аташса ҫӳрекен пӗр-пӗр кайӑк ҫухӑрни илтӗне-илтӗне каять. — Ну, Бирюк, — терӗм эпӗ, юлашкинчен, сывлӑш ҫавӑрса. — Шалтах тӗлӗнтертӗн эс мана. — Ҫук. Унтан грот ҫийӗн топселе хӑпартрӗҫ, ӑна парӑса карӑнтармалли хатӗрне — гитовӑпа — тыттарчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ, парӑссене ҫӳлелле ҫӗклекен каната — фала — майлаштарса, аялти парӑссен ҫил енчи кӗтессине туртса тӑракан галса карӑнтарса ҫыхса хума та юрать. Вил тӑприсем ҫинче ҫӗрӗш шӑршипе пӑнтӑхнӑ курӑк, ирӗлсе ӑшӑннӑ хура тӑпра шӑршин хутӑшӗ пӗр сирӗлми тӑрать. Икӗ сехет хушшинче вӑл стана ҫитсе ӳкет. Любишкин хутортан пырса ҫитнӗ ҫӗре унӑн виҫӗ витре кӗрекен хуранти шыв вӗреме кӗнӗ, пиҫсе сарӑла пуҫланӑ вир кӗрпи сиксе тухас пек вӗресе хӑпарать, татӑкӑн-хатӑкӑн вакласа янӑ чӑх какайӗнчен ҫу шӑранса тухать. Этем обществӑшӑн ҫуралнӑ, ҫавӑнпа та пӗччен пурӑнӑҫра вӑл ӳкӗнӳллӗ пулма ҫеҫ тивӗҫлӗ. Пуху крыльци ҫине тухсан, вӑл вӑрах, лӑпкӑ тӗлӗнӳпе тӳпене, йывӑҫсене, хирӗҫ хӳме патӗнчи ӗнене, ҫул варринче тусанпа шыва кӗрекен ҫерҫисене пӑхса тӑчӗ, шухӑша кайрӗ: «Акӑ — пурте пурӑнать, тем тӑвасшӑн тӑрмашать, хӗвӗшет-тӗркӗшет, ӳсет те ялтӑрать, мана текех нимӗскер те кирлӗ мар ӗнтӗ, нимӗн кӑсӑклантармасть. «Эхер те эпир паян каятпӑр пулсан, уроксем, ахӑртнех, пулас ҫук; ку питӗ лайӑх! — шухӑшлатӑп эпӗ. Пӗр енчен, вӑл патша генералӗ пулнӑ — апла пулсан, маншӑн шанчӑксӑр этем, тепӗр енчен — куҫлӑхлӑ интеллигент. Том! Тимӗрҫӗсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтерсен, мана ҫыхнӑ вӗренсене каса-каса татрӗҫ, эпӗ вара ура ҫине тӑтӑм. Ман кӑмӑл ҫавӑн чухнехи пек ӗмӗрте те хуйхӑллӑ пулман. — Булак ҫинче… унта — мунчасем, — ҫурт… Чӑнах та эпӗ Исландире пурӑнса ирттернӗ вӑхӑтра вӑл манпа калаҫма пултаракан пӗртен-пӗр ҫын пулчӗ. Ӑна ҫав тери савӑнӑҫлӑ пулнӑ пек туйӑнса тӑрать. Вӑл шӑхӑрса, сӗтелсем хушшинче тустарса ҫӳрет, шӳт тӑвать, хӑй патне пынӑ ытларах юратакан ҫыннисене хулпуҫҫийӗсенчен лӑпкать. Хӑвӑртрах ут. Ҫав кунах эпӗ, Петька патне пырса, хам унпа килӗшни ҫинчен пӗлтертӗм. — Кайма пултаратӑр, — тепӗр хут каланӑ старик, хӑйӗн ҫурчӗ еннелле ҫул кӑтартса. — Нимех те мар, Паша, кӑна эпӗ ахалех! — терӗ те амӑшӗ васкавлӑн, именнипе куҫ харшисене хускаткаласа, каялла кайрӗ. Ҫав ТОЗ-ӑн ытарма ҫук председателӗ пирки! Аркашка Менок пирки! — Элемент пекех суятӑн! — илтӗнчӗ хыҫалти ретсенчен автанӑнни евӗр тенор. Юлашкинчен, вӗсем ун патне чупса ҫитрӗҫ те, уҫӑ алӑкӗ витӗр хулпуҫҫи ҫумне хуллуҫҫипе ҫыпҫӑнса шалалла чупса кӗрсе, ҫавӑнтах урайне, пушӑ ҫуртри салху тӗттӗмлӗхе кӗрсе ӳкрӗҫ. Вӗсем питӗ хӗпӗртерӗҫ, анчах хӑйсем шутсӑрах ывӑннӑ. — Гражданин, сирӗн канас пулать. Сӗтел хушшинче ларакан Панкратов, ҫӑкӑр чӗллин юлашкине чӑмласа, пуҫне ун енне ҫавӑрчӗ. — Мӗншӗн? Унӑн ӑмӑрткайӑкӑнни пек хӑрах куҫӗ, анма пуҫланӑ хӗвел евӗр, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӗсӗнме, тӗксӗмленме пуҫларӗ. Ачасем каларӗшле, Михайла асатте тенӗ старик — ҫӳлӗ те курпунлӑрах, хыткан ҫын. — Ҫитетӗпех! — Ҫапла, кӑвакарчӑнӑм! Ҫак улӑп чӗрчун лӑпкӑн кӑна апат ҫиет, хӑйне кит тытакансем сӑнанине тӗшмӗртмест те. Унӑн тути хӗррисем шуралса кайрӗҫ, анчах хӑранипе мар, Наумов ӑнланайман ырӑ пӑлханупа пӑлханнӑшӑн пулчӗ ку. Хӗрарӑма эсир нимӗн те ӑнланмастӑр! «Мӗнле мӗн тӑвас? мӗн туса тӑратпӑр-ха эпир? Калаҫма кирлӗ мар. Коммунизмӑн ҫӳлти сыпӑкӗ, вӑл халь пирӗн ҫук пулсан, тата ӑна кӗрешсе илмелле пулсан, пирӗн Конституци ӑна никӗсе хума пултарать-и-ха? Итлени ывӑнтарсах каймасть вӑл, тепӗр тесен. Тата калаҫман чух ытлашшине нимӗн те каласа ямастӑн; виҫҫӗмӗшӗнчен, урӑх ҫыннӑн вӑрттӑн шухӑшне пӗлме пулать; тӑваттӑмӗшӗнчен, сирӗн пек ӑслӑ ҫынсем итлекенсене калаҫакансенчен ытларах юратаҫҫӗ. Халӗ ӗҫ пирки калаҫӑпӑр; Ут юратӑвӗ хыҫҫӑн хӗрарӑм йывӑр ҫын пулать, унтан ачине ӗмӗртме пуҫлать. Мӗн чухлӗ пӑлханма, пӑшӑрханма тивнӗ сире, ҫапах пурне те ҫав тери ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттеретӗр! Уйӑх хӑпарнӑ май тӗтре ҫийӗнчех сирӗлсе кайнӑ. — Мӗншӗн тесен эсир пирӗн пата ҫӳреместӗр, ҫакӑн пек балсем час-часах пулас ҫук. Станцинче эпир пурӗ виҫҫӗн ҫехчӗ: хӗр, эпӗ те шурӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк телеграфист. Вӑл сасартӑк шӑпах пулать, хӑйӗн ҫинҫе аллисене пӑчӑртарӗ те пӳрне сыпписем шатӑртатниех илтӗнчӗ, вара темӗнле ачалла йӗрсе ячӗ. Нимӗне пӗлтермен ҫӑмӑлттайла калаҫса ларнӑ хушӑра Виктор Лещинский Тоня ҫумне пырса ларчӗ те хуллен:— Эсир романа вуласа пӗтертӗр-и? — тесе ыйтрӗ. Костюма илсен, эпир тӗрлӗрен япаласен купине тупрӑмӑр: квадрант, шӑвӑҫ кружка, икӗ мӑшӑр ҫап-ҫутӑ пистолетсем, кӗмӗл чӑмӑркки, авалхи Испани сехечӗ, ытла хаклах мар, анчах ют ҫӗршывсенче тунӑ ӑпӑр-тапӑрсем, пӑхӑр йӗнӗллӗ пӗр мӑшӑр компас, Вест-Индирен илсе килнӗ пилӗк-ултӑ тӗлӗнмелле шапа хуранӗсем пур. Ҫапах та темиҫе самант хушшинче ҫапӑҫу пӗтрӗ, ҫӗнтерӳ пирӗн енче пулчӗ. — Пуп каҫкӑҫӗ хыҫӗнче виҫҫӗн ҫапӑҫнӑ, тӗнче, — чиркӳ хӑвӑртлӑхӗпе васкаваррӑн такмакларӗ Веткин, — пуп, тияккӑн, пӑнамарь, кӗпӗрнери секретарь. Пӗррехинче — мана ирӗке кӑлариччен икӗ кун е виҫӗ кун малтантарах пулӗ — эпӗ патша таврашӗнчи ҫынсене тӗрлӗ мыскарасем шухӑшласа кӑларса йӑпатса тӑраттӑмччӗ. Тепӗр енчен сасартӑк урӑх хура пӑнчӑ курӑнса кайрӗ. Тыркассене пӗтерме колхозниксенчен пӗр пайне, хирти ӗҫрен пушӑ юлаканнисене, мобилизацилеме шут туса хучӗҫ, вӗсем ҫумне, шыв кӳрсе тӑма, темиҫе мӑшӑр вӑкӑр ҫирӗплетсе парас тата шкул заведующине, Шпыня учителе, кӑшлакан чӗрчунсене пӗтерес ӗҫре халӑха пулӑшма вӗренекен ачасемпе хире тухма ыйтас, терӗҫ. Египет экспедицийӗччен чылай малтан Сеннаар негрӗсене пинӗ-пинӗпе Дарфур негрӗсем илнӗ, тата тепӗр майлӑ та. Кимӗ чӑнах та пушӑ, эпӗ ун ҫине кӗрсе лартӑм та ҫыраналла ишсе тухрӑм. Малалла пулас хӑрушлӑхсенчен хӑраса пынипе эпӗ хальхи куҫа курӑнакан хӑрушлӑхсем ҫинчен мансах пыратӑп. Ӗҫлӗ халӑх хӗллехи вӑрӑм ҫӗр хыҫҫӑн ура ҫине тӑрать те ӗҫе каять. Господасен вара ҫаплах вечер пырать-ха. Ҫак самантпа усӑ курса эпӗ ура ҫине тӑтӑм. Пӑван пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн сӑн-питне курсан, хӗрхеннипе Монтанелли кӑмӑлӗ тата ытларах ҫемҫелнӗ пек туйӑнчӗ. — Акӑ мӗн, Маринушка: ӑнсӑртран хӑяр ҫук-и сирӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл. Алсем пӳрнисене тата вӑйлӑрах чӑмӑртарӗҫ, куҫхаршийӗсем сиккелесе илчӗҫ, куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ. Мӗншӗн асаплантараҫҫӗ вӗсем мана? Кун хыҫҫӑн Леноре фрау хумханса кайрӗ те хӑйӗн хӗрне «шӑллуна тӗрӗс ҫул ҫинчен ан пӑр-ха тата, эсӗ ху та чӑрсӑр республиканка вӗт» тесе хучӗ. — Эс каллех кунта-и? — тесе ыйтать те вӑл, манпа юнашар ларса нумайччен нимӗн те чӗнмест, ылтӑн тӗслӗ сухалӗн ҫемҫе пурҫӑнне шӑлкаласа шыв ҫине, пӗлӗт ҫине пӑхать. Базаров, уйрӑммӑнах, ҫӑварне те уҫмарӗ, вӑл темӗнле хаяр сӑнлӑ шухӑшпа пӗрмаях аяккалла пӑхса пычӗ. Малтан улталаннисем, ыттисем те улталанччӑр тесе, шарламан, эпӗ ҫакна пӗлсех тӑтӑм, виҫҫӗмӗш хутӗнче вӗсем пире хамӑра шар кӑтартма хатӗрленессе те сисрӗм: халӗ ӗнтӗ пирӗн черет тесе шутланӑ вӗсем. Кунашкал негр эпӗ пуҫласа куратӑп. — Ҫапӑҫасси унӑн профессийӗ, тет Виктор Лещинский. — «Жадринӑ инҫе-и теместӗн-и?» — тесе ыйтнӑ. — Ҫук, эпӗ тӗрӗсне калатӑп! — Эпӗ ҫын! — терӗ хӗр хуллен. — Нимех те мар, Дмитрий Павлович. Эпӗ партисӗр пурӑнма пултараймастӑп! Урӑхла пулма та пултарайман! Е пӗр-пӗрне палласа ҫеҫ тӑратӑр-и? Мэри унӑн аллинчен кӗнекине илче те урокне ыйтма тапратрӗ, Томӗ тӗтре ӑшӗнче хӑйӗн ҫулне хыпашласа шыраса тупма тӑрӑшрӗ. — Мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ… э… э… Ҫаплах пӑрахса хӑварчӗҫ вара мана. Берсенев ӑна, ҫавӑтса пырса, диван ҫине лартрӗ. — Мӗн тӑвас тетӗн! — терӗ ӑна хирӗҫ хӗр лӑпкӑн кӑна. Патша ҫарӗн генштаб полковникӗ. Тин ҫеҫ илтнӗ хыпарсенчен аптӑраса ӳкнӗскерсем пурте шӑп пулсан, индеецсен кацикӗсен аллине европеецсем тыткӑна лекни ҫинчен илтмен-и, тесе ыйтрӗ сержантран майор. Пуля лекесрен чӗлхе вӗрӗп-и? Парашют айӗнче ҫаврака виҫӗ алӑк вырнаҫнӑ — кӗмелли люксем. — Мӗн пулчӗ, Том? — Ну, чипер кайӑр! Пурӑнатӑн хӑвӑн пурнӑҫупа — пурӑн! Гленарван хӑйӗн арӑмӗпе Мэри Грант ҫине салхуллӑн пӑхрӗ. Вӑл ывӑна пӗлмен шӑрӑхпа халтан ярать. Вара алӑк хӑвӑрт уҫӑлчӗ те, коридора куҫлӑхлӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм тухса тӑчӗ. — Хӑтармалла! Вӑл сума суса хисепленисем, пысӑк ятсем ниме юрӑхсӑр япаласем иккенне тахҫанах пӗлнӗ, ҫапах та бал вӑхӑтӗнче Сергий князь хӑй патне пырса ачаш сӑмахсем калани ӑна ирӗксӗрех килентерсе янӑ. Пит инҫе перекен тупӑсен снарячӗсем пӗр секунд хушшинче икӗ километр вӗҫеҫҫӗ. Вӑл Ҫӗр ҫинче ҫапла. Ҫыран хӗрринче, йывӑҫ тунисен хушшинче эпӗ вут ҫуннине куртӑм. Ҫапла, питӗртӗм те лартрӑм. Кукамай чӳрече патӗнче ларса шӑтӑкла ҫыхмалли ҫип пӗтӗретчӗ, унӑн правур аллисенче йӗке пӑтӑр-пӑтӑр тутаратчӗ, вӑл кукаҫейӗн сӑмахне нумайччен чӗнмесӗр итлесе ларатчӗ те сасартӑк калатчӗ: — Турӑ амӑшӗ мӗнле калӗ, пурте ҫавӑн пек пулӗ. Тӑп тулли фляга. Эпӗ йӗмерӗм, анчах та сӑн-питӗм тискерленсе кайнӑччӗ пулӗ манӑн, мӗншӗн тесен сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ман ҫине пӑхса илчӗ те аллине пушатрӗ: эпӗ тарас ҫуккине пӗлчӗ, ахӑр. Вланг та урайнех тӑсӑлсах выртрӗ, вата феерверкер те шинелне сарса каҫхи кӗлле тӑчӗ. Володя вара, картишне тухса курас тесе, блиндажран тухрӗ. Ӑна йывӑр пулчӗ, пилӗкӗ те ыратрӗ унӑн, урапине туллиех тиенӗччӗ; анчах акӑ юлашкинчен лашасем вӑйлӑн туртрӗҫ те лава сӗтӗрсе кӑларчӗҫ, пылчӑк ҫине чылай улма ӳксе юлчӗ. Шурлӑхра та, вӑрманта та ҫӗр каҫатӑп, уйра та, шӑплӑхра, пӗр пӗччен ҫӗр каҫатӑп: кунта кӑвакарчӑнсем шӑхӑрса вӗҫсе иртсе каяҫҫӗ, унта мулкач кӑшкӑрса ярать, лере кӑвакал аҫи нартлатать… — А эсир? Хӗрарӑм ӑнланаймарӗ. Вӑл вӑтанчӗ, эпӗ вара вӑл манран вӑтаннине чухласа илтӗм. — «Пирӗн ахаль те виҫӗм ҫул арман ҫунса кайрӗ: усламҫӑсем кӗрсе выртрӗҫ те, темӗнле вут тивертсе хӑварнӑ пулмалла». Артамонов ӑнсӑртран вӑл амӑшне мӗн каланине илтнӗ: — Атте халӗ те ҫавӑн пекех-и? Кунтан та ытларах, табу вӑл дикарьсен кашни утӑмне астӑвакан иксӗлми законсен кӗнеки пулса тӑрать, вӗсем пирки никам та тавлашма пултараймасть. Эпӗ те пуҫлаттарасшӑн пултӑм, пуҫласса чӑтӑмсӑр та савӑнса кӗтрӗм. — Эсир мана пулӑшма, ҫӑлса хӑварма шутлатӑр, — терӗ Маша, — анчах, ан кӳренӗр те, сирӗн сӗнӗвӗр мана шиклентерет, хӑратать. Хӑрушӑ тупӑ алхасать, малалла ыткӑнать, каялла чакать, ӑҫта кимӗ унта пыра-пыра ҫапать, унтан сасартӑк чупма тытӑнать, сирӗн умран вӗҫтерсе иртсе каять, эсир мӗн тума шутласа хунисене арпаштарса ярать, мӗн тӗл пулнине пӗтӗмпех ҫӗмӗрет, ҫынсене шӑна вӗлернӗ пек лапчӑтать. Акӑ мӗн: эпӗ ҫук чухне кунта кам та пулин килсе кӗрсен, мана пӗлтер. Ҫак ир хӑй патне пынӑ хӗрарӑмсене те ҫавӑн пекех каланӑ вӑл. Володьӑн ҫывӑх ҫыннисем Володя пӗлӗшӗсем хушшинче ман кӑмӑл час-часах хуҫӑлать пулин те, ун патӗнче хӑнасем пур чухне эпӗ унӑн пӳлӗмӗнче ларма, унта мӗн тунине пӗр шарламасӑр сӑнама юрататӑп. — Асту, Геркулес, ан ҫывӑр! — терӗ пӗчӗк Джек. — Тискер кайӑк мана ҫыртас тет пулсан… Хирӗҫ пулма май килмен пирки Мориспа Луиза ҫав «сывлӑшри почта» урлӑ пӗр-пӗринпе ҫыхӑну тытнӑ. Ҫав хӗрарӑм юратни ун чӗрине хытӑ кӗрсе ларнӑ. Пӑхӑпӑр, мӗн пулӗ малашне. Эсӗ хӑв, нервӑсем тӗлӗшпе сывӑ мар пулин те, ҫапах та, Макар тусӑм, хӑвна мӗн туни… алӑра тытни кирлӗ ҫав, э? Анчах старикӗн урӑх итлесси килмен, вӑл вара кӳренсе тепӗр хут:— Э! Кулла пула вӑл пӗр сӑмах та калаймасть, Макара хирӗҫлесе пуҫне ҫеҫ пӑркалать. Эпӗ вара, кимме паянах тупас тетӗп пулсан, пӗр минут та ҫухатма юраманнине ӑнланса илтӗм. А вӑл мана: «Ҫӗпӗрте ҫынсем упаленсе ҫӳреҫҫӗ-им? Хӗвел хаяр сивӗпе шап-шурӑ шуралса ҫӗкленет. Лёля хӑй пӳлӗмӗнче ыйӑх тӗлӗшпе темскер мӑкӑртатса ҫывӑрать. Вӑл прокурор сӑмахне итлесе ларчӗ, лешӗ пурне те, никама та уйрӑммӑн палӑртмасӑр, айӑпланине ӑнланчӗ; Майӑн 9-мӗшӗ. Шурӑмпуҫпе ҫула тухрӑмӑр. — Мӗн, тейӗн, укҫапа мӗскер тума пулмасть!.. — кӑшкӑрса ячӗ Гаврила, пӑлханнипе сасартӑк пӗтӗмпех хӗмленсе кайса. Анчах паҫӑрхи пекех чыхӑнса кайса, аран сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Назарка кулкаласа: «Телейлӗ юлӑр!» — терӗ те тухса кайрӗ. Хӑй хӑратӑп тесен те, вӑл ним хӑранине те палӑртмасть. Вӑл кипарис тӑрри. — Ҫук, вӗсем харсӑр купцасем кӑна пулнӑ, ҫӗнӗ ҫӗрсем тупса ӑслӑлӑха пуянлатасси вӗсен интересӗнче пулман. — Тартальйӑна илме юрать-и? — терӗ Эмиль. Ку утрав — ҫӑтмахри вырӑн пекех вӗт! — терӗ вӑл. Ҫитрӗҫ те: «выҫса вилетпӗр» теҫҫӗ. — Павлов лейтенант ҫурчӗ. Вӑл ачашлакан хулӑм сасӑпа калаҫатчӗ, мана вара вӑл яланах пӗр пек:— Эпӗ хам пур ҫынтан та калама ҫук лайӑхраххине, тасараххине пӗлетӗп, вӗсем нихӑшӗ те мана кирлӗ мар, — тесе каланӑ пек туйӑнатчӗ. Кам шухӑшланӑ, пӗр ырӑ кун килсе ҫитсен эпӗ Испани чӗлхине патагонецран вӗренессе! Вара, ҫак ачашлӑха пула ҫемҫелсе куҫҫульне чарайман Эвелина ун умне пырса тӑрсан, хӑйӗн пысӑк аллипе ӑна пурҫӑн пек ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен ачашларӗ те каларӗ: — Сан шухӑшпа мӗн-ха вара? Эпӗ, шӑп кӑна халь хӑвӑр умӑрта тӑраканскер, эпӗ Витгенштейн князьӑнне те, Жуковскинне те алӑ тымарӗ тапнине тытса пӑхнӑ! — Мӗнле капла ӑмсанмалла мар! — кӑшкӑрса ячӗ Паганель, калаҫӑва урӑх енне яма май килнӗшӗн хавасланса. Тристан д'Акунья Яхтӑн экватор тӑрӑхӗпе пымалла пулсан, вара Австралине Америка ҫӗрӗнчен, е, тӗрӗсрех, Бернуили сӑмсахне Корриентес сӑмсахӗнчен уйӑрса тӑракан ҫӗр тӑхӑрвун ултӑ градус вӗсен ҫулне вунпӗр пин те ҫичҫӗр утмӑл географилле миль тӑрӑшшӗне ҫитерӗччӗ. — Анне, ил пурне те, часрах тухса чупар, — терӗм эпӗ. Питӗркӗчпе питӗрнӗ алӑк суккӑр ҫынтан шанчӑксӑррӑн туйӑнни, вӑл хӑйӗн ҫӑханӗсен кӗтӗвне пӗтӗмпех ертсе килесси маншӑн пӗтӗмпех паллӑ. Ҫапах та, хам алӑка питӗркӗчпе питӗрме ӑнкарса илни питӗ те лайӑх пулчӗ. Атту ӗлӗк ҫаплаччӗ-ҫке-ха: хресчен ҫынни вӑрлӑхне хире тухса сапатчӗ те, вӑл епле шӑтса тухасса кӗтсе выртатчӗ. Вӑрлӑхӗ шӑтса тухатчӗ ӗнтӗ, анчах тулӑпа юнашарах унта шурут та, талпиҫен те, сӗтлӗ курӑк та тата тӗрлӗ ытти хӑяматла ҫумкурӑкӗ те тапса тухатчӗ. — Интереснӑ япала, тетӗп, — малалла каларӑм эпӗ. — Эпӗ кунта, атте. Вӑл та Балабин пекех хӗремесленсе кайрӗ, креслин чавсалӑхӗсене ҫатӑрласа тытрӗ. — Халӑха пӗлтерме хулана та ҫын ямаллаччӗ пуль, унта пирӗн йывӑр арӑмсем те пур-ҫке… Андрей, шап-шурӑ кӑпӑка ӳкнӗ юланутпа, каҫ пулас умӗн хутора вӗҫтерсе пырса кӗчӗ. Пирӗн системӑна вара эпӗ шутласа тупнӑ, ку вӑл — ман мӑнаҫлӑхӑм. — О Джемма! — кӑшкӑрса ячӗ Санин: — шутлама пултарнӑ-и-ха эпӗ эсӗ мана юратса пӑрахасса! Тутисем ҫак «эсӗ» сӑмаха пӗрремӗш хут каланӑ чух унӑн чӗри хӗлӗх пек чӗтресе илчӗ. Артём хӑйӗн сӑн-сӑпат тӗлӗшӗнчен савӑнтармаллах мар ҫамрӑк арӑмӗн, Стёшӑн, килӗнче пурӑнать. Эсир унтине манна каламарӗ те… О, мӗнлерех пӑтӑрмахла, мӗнле ансат та мӗнле тӗлӗнмеллескер ҫакӑ. Вӑл шӑпах алӑк янахӗсем таран пулнипе алӑка таччӑн питӗрсе хучӗ. Ҫӳлте пӗр ҫын йӑраланса кӗмелӗх пӗчӗк хушӑк ҫеҫ юлчӗ; ку питӗ майлӑ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен тапӑнакансене пӗрерӗн-пӗрерӗн персе ӳкерме май панӑ. Каҫхине ултӑ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем тӗмсен чӑтлӑхне ҫитрӗҫ. Ун витӗр нумаях пулмасть темле пысӑк чӗрчунсен кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ пулас. Адресата шыраса вӑл ӑҫта, мӗн чухлӗ, кам кӗсйинче ҫӳренине пӗлме те май пулман, мӗншӗн тесен конверчӗ лутӑрканса, вараланса, ҫулланса пӗтнӗ пулнӑ. Унӑн ҫырӑвӗ хаваслӑ пулнӑ, уйрӑм йӗркесем тӑрӑх кӑна вӗсене унта, ҫеҫен хирте, мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илме май килнӗ. Яра пар, Филька-а! — Юрлама эпӗ кирек хӑҫан та пултаратӑп, тӗлӗкре те, — тетчӗ Клещовӗ килӗшсе, хуллен ӳсӗркелесе каллех юрлама пуҫлатчӗ. Тыткӑнрисене питӗрсе хӑварсанах Роберт Вильсон хулпуҫҫийӗ ҫине хӑпарчӗ те, храмӑн юпасем ҫинче тӑракан ҫивиттипе стена хушӑкӗнчен пӑхрӗ. — Кун ҫинчен пачах маннӑ эпир. — Пӗлместӗп. Пулас вӑрҫӑра Ҫурҫӗр ҫӗршывӗ хӑй айӗнчи нихҫан пӗте пӗлми стратегилле туприпе питӗ пысӑк вырӑн йышӑнасса вӑл шансах тӑратчӗ. — Ил те кай! Яратех, йытӑ!.. Вӑл, хӑвӑрт вӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ те, малтанхи пекех ним туйми пулчӗ. Мӑшӑрланнисем кӳмене кӗрсе ларчӗҫ те Арбатовӑна кайрӗҫ. Васин халлапне Володя та каҫса кайсах итлесе ларчӗ. Ытла тӗттӗм ҫӗр пулчӗ, «раменскри пек» тӗттӗм терӗ вара ҫавна Лури. Ну, христианство пулӑшмасть пулсан, философ, стоик пул! Ну, каях, выртса ҫывӑр. — Ҫынсен сачӗсене кӗре-кӗре ҫӗмӗрсе те тустарса ҫӳренипе ҫитмест-мӗн сире. Карчӑксемпе тӑлӑха юлнӑ хӗрачасен пахчисене тустарнипе те. Каркӑҫ патне кил. Акӑ унӑн ӗҫри юлташӗсем: аслӑ учитель Климент Белчев, Франговпа Попов учительсем, юрлама вӗрентекен Стефан Мердевенджиев, вӑлах тата тӗрӗк чӗлхипе те вӗрентет. Вӑл куҫ хӗссе илчӗ те, вара, хӑрах уран хӑй мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ инҫе сикме пултарнине кӑтартасшӑн пулса, Егорушкӑна ҫул тӑрӑх сиксе кайса каялла кӳме патне таврӑнма сӗнчӗ. Вара вӑл мана каларӗ: — Эсӗ — ухмах, жулик! — Шурлӑхри шуйттансем… Мӗншӗн ӑна пуҫӗпех чӗрне айне хурса лапчӑтма ан юратӑр? Анчах ӗмӗр вилмесӗр пурӑнасси ҫинчен малтанах пӗлсе тӑнӑ пулсан, хамӑн пурнӑҫӑма мӗнле йӗркелесе янӑ пулӑттӑм-ши, тесе чылайччен шухӑшлаттӑм. Пӑру ҫук та халӗ, ман карчӑк киленсе кӑна пурӑнать! Хамӑн тӗп йӗрке, «хӑв мӗншӗн пурӑннине асра тытмалла», текен йӗрке пирки каласан вара, манӑн ӑна час-часах асӑнма тӳрӗ килмест, хам мӗншӗн пурӑннине эпӗ ҫав ҫулсенчех витӗр пӗлсе тӑнӑ, теме пултаратӑп… Анчах ун арӑмӗпе ывӑлӗ усал Африкӑна лекме пултарнӑ текен шухӑш ун пуҫне нихӑҫан та пырса кӗрес ҫук! Каса-дель-Корво Каса-дель-Корво именийӗ, урӑхла каласан, гасиенди Леона шывӗн вӑрманлӑ ҫыранӗсем тӑрӑх пӗр виҫӗ миля ытларах тӑсӑлса выртнӑ, прери еннелле, кӑнтӑралла, вӑл икӗ хут пысӑкрах вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Мужик, панӑ стакана ӗҫсе, тутлӑн какӑрса илсен, Саша ӑна команда панӑ: — Пуҫла… Унӑн пичӗ хӗрлӗ пулнӑ, мӑйӑхӗ ҫивӗччӗн ҫӳлелле пӗтӗрӗнсе тӑнӑ. Кирек мӗнле телей те, ҫапӑҫури телей пулсан та, вӑл — ҫамрӑклӑх шӑпи. — Вилӗм пӗр кинжалран ҫеҫ килмест вӑл, — асӑрхаттарчӗ Санин. Анчах инҫе кайма хӑймарӑм, кама та пулин ман хыҫҫӑн ярӗ те тата. — Кам та кам хӑйшӗн ответ тытма пултараймасть, ҫав хӑйӗнчен хӑй хӑрать, ҫав ҫыннӑн хакӗ — ҫур пус ҫеҫ! Лешӗ тата, куҫлӑхли, Леночка Ковров. — Акӑ тата! Эпӗ ҫавӑн ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ. Тата хамӑн ӗлӗк гасиенда пулнине те аса илтӗм, халь ӗнтӗ — лаша тытакан сунарҫӑ ҫеҫ ҫав. — Пире французла ҫырнине вуласа кӑтартӑр. Кометӑн етри те ытлашши нумая пымасть. Ҫак каҫ Франкфуртра пӗр ҫын телейлӗ пулчӗ… — Ку пирӗншӗн начар пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ Элен. Пусмине аялти картлашки стенаран вунӑ фут аяккарах пулмалла туса сӗвентерсе тӑратса паратчӗҫ. — Моряк ачи, матрос ачи вӑл. — Мӗн тума тесе ыйтатӑр-и, Роберт? — терӗ Паганель. Халӗ сыв пул. Вӑл ҫӗр ҫине ашак витӗнсе выртнӑ та, ҫывӑрнӑ пек тӗлӗрсе выртать, сайра-хутра анчах ашӑк айӗнчен кӑтра пуҫне ҫӗклесе кӑтартать. Сӑрт ҫине канма лартӑмӑр. Куҫҫуль витӗр вӑл ун путса кӗнӗ сӑн-питӗнчен, усӑннӑ куҫ хупаххипе ыйхӑланнӑ пек хупӑннӑ куҫӗнчен, кулнӑ пек хытса тӑнӑ тӗксӗм тутинчен пӑхрӗ. Вуникӗ пӑшалпа пӗр харӑс пени кӗрлесе кайрӗ, ҫичӗ параппан «атакӑна кӗме» танкӑртаттарма пуҫларӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗ шалпар плащ тӑхӑннӑ, плащ арки лаша купарчине витсе тӑрать. Лукашка пӗчӗк ҫӗҫҫине кӑларчӗ те унпа хӑвӑрттӑн сӗрсе илчӗ. Унӑн столици — Калькутта. Ҫав тип ҫырмаллӑ тӳремлӗхре тӗллӗн-тӗллӗн садсемпе левадӑсем айне пулнӑ ялсем лараҫҫӗ, пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ пек курӑнакан тӗлте, сухаласа пӑрахнӑ е тырпулпа кашласа ларакан лаптӑксем хушшинче, ҫӳллӗ масар тӗмескисем палӑраҫҫӗ. Марья Николаевна куҫне чарса пӑрахса куҫхаршийӗсене ҫӗклентерчӗ. Мана ҫавӑ кирлӗ те вӗт. Санин, хӑйӗн ҫамрӑк тусӗ мӗн ыйтнине пурнӑҫласшӑн пулса, художникпе купца ӗҫӗнче мӗн лайӑххипе мӗн лайӑх марри ҫинчен сӑмах тапратрӗ. Аташса ан кайӑр, сулахаялла мар, сылтӑмалла пӑрӑнӑр. Америкӑран хӗвеланӑҫӗнче океан пур иккенне вӑл вӑхӑтра пӗлнӗ ӗнтӗ, ӑна Кӑнтӑрти Аслӑ тинӗс тесе ят панӑ. Пит курас килетчӗ ман ӑна. Пурте, пӗрин хыҫҫӑн тепри, тӑвӑр пусма картлашкисем тӑрӑх анма пуҫларӗҫ; аманнисене малтан ячӗҫ. Малтанхисем аннӑ вӑхӑтра маркиз кӗсйине чиксе ҫӳрекен ҫырмалли пӗчӗк кӗнекинчен кӑранташ кӑларчӗ те халь ҫавӑрӑнми пулнӑ чул ҫине темиҫе сӑмах ҫырчӗ, унтан вӑрттӑн тухса ҫӳремелли алӑка уҫах хӑварчӗ. — Эсӗ мӗн тума килтӗн? — Ара, ара. Анчах урамра е пӗр-пӗр ҫӗнӗ вырӑнта — ют ҫынсем умӗнче, вӑл йӗри-тавралла тӗксӗммӗн, иккӗленчӗклӗн, ӗненӳсӗррӗн пӑхкаласах тӑнӑ, — калӑн, унӑн куҫне пур енчен те тӑшманла вӑй, вӑрттӑн сыхласа тӑраканскер, курӑнать, тейӗн. Тата нимрен ытла — вӑл хӑй аттене юратни ҫинчен кашни ҫыннах пӗрмай каласа пама вӑтанмасть. Мӗн тӑвӗ-ши Уэлдон мистер? Пуянсем тараҫҫӗ пулсан, партизансем килессе кӗтсех тӑр, — ҫирӗплетрӗ Серёжка ҫак политикӑллӑ ыйтӑва. Графиня тӑна кӗрсе ҫитсен упӑшки ҫуккине асӑрхарӗ те татӑлса йӗрсе ячӗ. Хӗрарӑм пуҫне сулласа илчӗ. — Атте, — терӗ Петр, ӑна хыттӑн пӑчӑртаса. Курма пынӑ халӑх сывлӑш ҫавӑрма шикленсе ӑна тинкерсе пӑхать, пурте вӑл Геновевӑпа курнӑҫасса чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑраҫҫӗ. Кулӑшла. Олеся шухӑша кайрӗ, эпӗ ун тутисем мӗнле хусканкаланинчен вӑл ман сӑмахсене хӑй ӑшӗнче пӑшӑлтатнине уйарса илтӗм. — «Лучие» оперетӑрине ҫавӑрттар-ха пӗрре: итлесе пӑхар, — терӗ вӑл, музыкӑллӑ арча ҫинелле кӑтартса: — юрататӑп эпӗ ҫавна… Е унта татах мӗнле те пулин инкек тупӑнчӗ-ши? Мӗншӗн те пулин кансӗр пулса тӑчӗ пуль? — Чӗрех-ха. Вӑл аллисене сакӑн тайӑнмалли хыҫӗ ҫине хурса тӑрать, хӑй питӗ пӑлханать пулмалла: пичӗ хӗрелсе кайнӑ, питҫӑмартийӗ пӗр ҫӗрте туртӑнкаласа илет. Ҫак самантран пуҫласа вара Лозневой, хӑранипе ухмаха ерсе, йӗри-тавра мӗн пулса иртнине те лайӑххӑн чухлайми пулчӗ. Пулмасть, тесе кала? Талакне 10–12 километр кайсан, хамӑрӑннисем патне виҫӗ кунтан е, нумай иртсен те, тӑватӑ кунтан ҫитетӗп, тесе шухӑшларӗ. Мӗн пулни ҫинчен король майрине ҫийӗнчех пӗлтернӗ, ҫитменнине тата тарҫӑсем пӗтӗм кил ҫуртри ҫынна пӗлтерсе ҫӳренӗ, вара манран темиҫе кун хушши пурте мӑшкӑлласа кулчӗҫ. Паллах, эпӗ кусене шутсӑр лайӑх корольсем тесшӗн мар; тимлӗрех пӑхсан, вӗсем те аптраса тӑраканнисемех мар, ну, ҫапах та вӗсем леш ҫылӑхлӑ ватсупнӑ пекех мар. Именӗҫлӗ мимоза эсир ытла та. Хӑвӑр тата княжнапа ӑна вилӗмрен хӑтарнӑ майпа ҫеҫ паллашас теттӗрччӗ. Аслӑ Артамонов, пуҫне чалӑштарса, корпуссем тӑрӑх, килхушши тӑрӑх вӑкӑр пек пӑхкаласа ҫӳренӗ, поселок урамӗ тӑрӑх ачасене хӑратса ҫӳренӗ, хӑй вара пур ҫӗрте те темле ҫӗнӗ, тӗлӗнмелле япала пуррине сиснӗ: ҫак пысӑк ӗҫре вӑл халь ытлашши ҫын пекех, аякран пӑхса тӑракан ҫын пекех туйнӑ. Хӗрлисен аслӑ командованипе кӑнтар-хӗвеланӑҫ фрончӗн командовани пилсудчиксем ҫак хатӗрлекен татӑклӑ тапӑнӑва малтанах сисесрен асӑрханасси пирки пӗтӗм вӑй-хӑватне парса ӗҫленӗ. Мускавран Кунцовӑна ҫити ҫав тери кичем те чылай вӑхӑт кайнӑ пек туйӑнчӗ; пурте пуҫӗсене пӗр-пӗр кӗтессе усса ҫывӑраҫҫӗ е ним шарламасӑр пыраҫҫӗ. — Мӗншӗн ман ҫул ҫинче пулмасть ун пек йӗплӗ те шӗвӗр япала? — виртлесе илчӗ ӑна Ольга. — Вӗлтрен пур кунта, — шухӑшласарах асӑрхаттарчӗ хӗрача. — Ҫук, эпӗ сире нимӗн те каламастӑп, — терӗ ученый. — Джон капитана пӗр ыйту парсан, мана вара пурте ҫитет. — Пурне те салам калӑр унта. — Вӑл, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине, уйрӑммӑнах ҫак шуйттан Огарновӑна ҫиллене-ҫиллене, пурт еннелле сикме тытӑнчӗ. — Ан пӑшӑрханӑр. Кӗҫех шап-шуррӑн ялкӑшса ҫиҫӗм ҫиҫсе илчӗ те ҫӑхан пыр тӗпӗпе янӑравлӑн кранклатса ячӗ, унтан, сасартӑк аялалла чӑмса анчӗ. «Хӑй» — судьяччӗ-ха вӑл, «каллех кайрӗ» тени вара эпир Катьӑпа иксӗмӗр пилӗк ҫул ӗлӗкрех килнӗ чухне те судья района тухса кайнӑччӗ, ҫавна пӗлтеретчӗ. Чӗлпӗре пӑрахрӑм, нумайччен пуҫа усса пытӑм, унтан вара пӗр пӗлмен вырӑна пырса тухрӑм; эпӗ лашана каялла ҫавӑртӑм, ҫул шырама пуҫларӑм, Кисловодск патне ҫитнӗ чух хӗвел анма пуҫланӑччӗ, хам та, лашам та самай ӗшеннӗччӗ. — Ҫавах, сэр. Урус яман, яман! — тесе кӑшкӑрса ячӗ тискер барс пек ним тума пӗлмесӗр тухса чупрӗ вӑл. Ҫак каналсемпе тинӗссен тӗсӗ улшӑннине пула (мӗншӗн тесен марсиансен тинӗсӗсем те хӑйсен тӗсӗсене ҫулталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑчӗсенче улӑштараҫҫӗ) Марс ҫинче те ӳсентӑрансем пур теме май килет. Минут иртрӗ, тен, кӑшт ытларах. Хӑйӗн туррахирӗҫле, ҫынна йӗрӗнтермеллех закона хирӗҫ пыракан ӗҫӗсемпе пӗтӗм тӗнчипе палла тухнӑ дворянин Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров, ҫак 1810-мӗш ҫулхи июлӗн 7-мӗш кунӗнче мана чӑтма пӗр те ҫук кӳрентерчӗ, ман чинӑма, хушаматӑма путарса хурас пек намӑса кӑларчӗ. Райкомолра Окунев, сан коммунщику. Пӗррехинче, Николай тухсан, амӑшӗ темӗнле йӗкӗте:— Мӗн вӑтанатӑн эсӗ? Эпӗ тупӑк хыҫҫӑн утрӑм, пуҫа усрӑм та никам ҫине те пӑхмастӑп. Унӑн нумай кӗтсе тӑмалла пулмарӗ. — Ан хыпаланӑр, тархасшӑн, — тесе ответлерӗ Зеб хӑй кӗсри ҫинчен канлӗн анса, ҫӗҫӗ туртса кӑларса. — Тӑхта, анса каяҫҫӗ акӑ, — шантарсах каларӗ Васятка кӑмака ҫинчен. Епифана арест лаплаттарнӑ. Станцӑра вара каллех пӑравус шӑхӑртрӗ — хальхинче авӑккӑн, кӗскен, сатурла пекех. Ҫутҫанталӑк вӗсене, яланхи пурнӑҫра ырӑ ӗҫ тума май парса, малтанах лӑпкӑлӑх парнелет, вӗсен шалти туртӑмне, вӗсен пурнӑҫӗнчи хӑйсене ҫырлахтарма кирлӗ ыйтусене малтан пӗлсе тӑрсах пӗчӗклетет, сахаллатать, вӗсене чун-чӗрери пахарах, кирлӗрех енӗсене пӑхӑнтарать. Позици граждан вӑрҫинчи майлах килсе тухрӗ, пур енчен те тӑшман тапӑнать, эсӗ пур! Ҫак каҫ вӑл пурне те, уйрӑммӑнах Лукашкӑна, ҫав тери юратрӗ. — Валентин Николаевич, Дон-Карлоса паян та хӑвӑр патӑртах ҫывӑрттаратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл. Пӗррехинче, кӗрхи ӑшӑ каҫхине, икӗ кил-йыш ҫунса-ялкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрлӑ сенкер-кӑвак тӳпе ҫине пӑхса киленсе ларнӑ. Иккӗмӗш стакана ӗҫнӗ ҫӗре кӗтмен ҫӗртенех алӑк чӗриклетрӗ, ман хыҫра ҫӳхе кӗпе чӑштӑртатни те ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Ытлашши пӗр виҫепе виҫетӗр. Санин ун ҫине ҫапла пӑхнине Джемма та туйрӗ. Саня аннен вырӑнӗ ҫинче ҫывӑрать. Аннене те ҫав вырӑна вырттарнӑччӗ. Ҫамки ҫине пуҫкӑшӑлӗ хунӑччӗ, аллине «ҫула ӑсатмалли» тыттарнӑччӗ. Трубка пек ҫавӑрса чӗркенӗ хута ҫавӑн пек каланине пӗлмен эпӗ ун чухне. — Алла-бирды, — терӗ те ӗҫсе ячӗ. «Ку сӑмахсенчен хӑшне Джим валли суйласа илмелле-ши, — терӗ Том, — пурте вӗсем питӗ лайӑх-ҫке. Эппин, Джим вӗсене пурне те ҫырса хӑвартӑр», — терӗ. Пӑван хисеплӗн пуҫ тайрӗ те Джемма ҫине шӑтарас пек пӑхса илчӗ. — Ҫылӑхсем пирӗн йывӑр, запасӑмӑр сахал, — терӗ мучи, сулхӑна, шӗшкӗ айне ларса, — Ну-ка, Серёжа, турӑ пиллетӗр. Ирсерен полици, ятлаҫа-ятлаҫа, слободка тӑрӑх ҫутӑ кӑвак хутсене хӳмесем ҫинчен ҫурса антарса, хырса тасатса ҫӳрет, анчах кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вӗсем каллех слободка тӑрӑх вӗҫеҫҫӗ, иртен-ҫӳрен ури айӗнче явӑнаҫҫӗ. Тепӗр кунне ирпе ирех Казбич пырса ҫитрӗ, сутма тесе вӑл пӗр вунӑ така ертсе килчӗ. Хӑйшӗн те кӗтмен ҫӗртенех пулчӗ темелле, чышкисене пуҫӗ ҫийӗн ҫӗклесе те вӗсемпе юнаса-хӑмсарса, урнӑ евӗрлӗн кӑшкӑрса ячӗ Ромашов: — Эсӗ! Яков Лукича колхоз правленийӗ камӑн кӗпе-тумтир тата урана тӑхӑнмалли ҫук чухӑнсене кулаксенчен туртса илнӗ кӗрӗксене, атӑсене, ҫие тӑхӑнмалли тата ытти япаласене валеҫсе пама хушрӗ. Вӗсене сыхлама Джойса тӑратрӑмӑр. Вӑл пӗчченех юлчӗ, анчах халӗ унӑн ултӑ пӑшал пур ӗнтӗ. Эпир Гэнтерпа иксӗмӗр, кимӗ патне таврӑнса, каллех япаласене йӑтрӑмӑр. Пӗрмаях темӗн вӗҫне ҫитерейменни тӑрса юлать. Ку ӗҫре чи айӑпли — Вознесенски урамӗнче ӗҫлекен цирульник; халь ҫав мошенник кутускӑра ларать. Пӗрре ҫӗрле мана Том кӑшкӑрни вӑратрӗ… Экипажпа пассажирсем палуба ҫине пуҫтарӑнчӗҫ. Январь уйӑхӗ вӗҫӗнче малтанхи ӑшӑ кунсем килсе ҫупӑрланӑ чие сачӗсем ырӑ шӑршӑ сарса лараҫҫӗ. Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн утрӑм. — Сана кам-ха: ан кай, тесе ӳкӗтлет? — терӗ ӑна хирӗҫ Игнат. Пустуй калаҫрӑн эсӗ ӗнер. Анчах та мӗн кавар тытнӑ-ха путсӗр португал? — Мӗн пӑрах? Мӗншӗн тесен станицӑри пӗрремӗш казак, джигит, абрека вӗлернӗ, хӗрес параҫҫӗ. Анчах кам арлать? Ҫапла вара Озеров хӑйӗн полкӗ валли «конвой» туса хунӑ. Вӑл Базаров хӑйне тӗртсе илнӗ пек ун енне ҫавӑрӑнчӗ. — Чӑннине пӗлтерекен ӗнентерӳпе-и? — шанмасӑр ыйтрӗ иккӗмӗш американец, мундирӗ ҫине орден хӑювӗсене тӑватӑ ретпе ҫӗлесе хунӑ лутра пӳллӗ те хӗрлӗ сӑн-питлӗ майор. — Пур шухӑшсем те — хӑрушӑ. Эпӗ сире ыран ирхине ответ парӑп. — Ҫук. Кам вӑл Робин Гуд? — Ӗнер унне урине татса кайнӑ… хулара, пӳлӗмре ҫывӑрнӑ пулнӑ вӑл… Мӗн куратӑн? Вара вӑл колхозра хӑй тем те пӗр курса пӗтнисем ҫинчен каласа пама пуҫларӗ. Каларӗҫ пулсан, вӗсем пурте санашкалах катӑк ӑслӑ. Вӗсем пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнатчӗҫ… Хальхи вӑхӑтра пирӗн мужик, фузейӑпа тар ҫук пирки, ҫавӑн пек макогонпа кутьяна хӑваласа ярать. — Люба, аллине парса, унӑн куҫӗнчен хурлӑхлӑн пӑхса илнӗ. — Тӗрӗс, тӗрӗс, — чӑтаймасӑр ҫирӗплетрӗ Вышимирский. Унсӑр пуҫне, пӑрҫасем ҫыртаҫҫӗ тата. Чӑнах та ҫапла: пӑхатӑп та — пысӑк ҫавра ҫӑкӑр ише парать, вӑрӑм патакпа ӑна кӑшт ҫеҫ ҫаклатса илеймерӗм, шуса ӳкрӗм те, вӑл малалла юхса кайрӗ. Ҫакӑнтан куҫкӗретех ӗнтӗ лайӑх курӑнать, кунта час-часах асӑнакан сысна ӗҫӗ хӑй тӗллӗн мар, ӑна манӑн тӑшман, хӑйне хӑй дворянин текен Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов хӗтӗртнипе тунӑ, ҫав ҫын вӑрӑ-хурахла хӑтланни, ҫын вӗлерме хатӗрленни, турра хирӗҫле ӗҫсем туни — пуриншӗн те паллӑ. Атя! Аслӑ Артамонов ун ҫине ют ҫӗршыв ҫынни ҫине пӑхнӑ пек, пӑхнӑ, — вӑл хӑйне ют ҫынсене ӑнланма пултарайманшӑн именсе кулать, тенӗ; Эпӗ, крыльца ҫинче выртнӑ май, ҫак лутра пӳртре ӑна уҫҫӑн уйӑрса та илеймерӗм. Шалта икӗ хутлӑ нарсем пурччӗ, вӗсене ситсӑ чаршав уйӑрса тӑратчӗ. Овечкин, Орел енчи чӗп-чӗрӗ, ҫивӗч ҫын, киленӗҫпе пӳлӗне-пӳлӗне, хӑвӑрттӑн та вӗҫкӗнленсереххӗн тавӑрать, сассинче унӑн вак-тӗвек сутуҫӑн хыпаланчӑк ҫепӗҫлӗхӗ сисӗнсех тӑрать: — Тулашри тӑшмансем тесе эпир леш шӑп та шай хамӑрӑн ҫапӑҫма тивекен мӗнпур ҫӗршывсене калатпӑр. Эпӗ аннен тутисем чӗтренине куртӑм. Ҫапах та килӗшӗр. Ҫынна вӗлернӗшӗн ҫын ҫине куҫ ӳкерни аван мар вӗт-ха? Нагульнов ҫав кунсенче нумай вӑхӑт йывӑр чирлесе выртнӑ пекех ырханланса кайрӗ. Анчах Давыдов ҫиелтен пӑхма хӑйне малтанхи пекех лӑпкӑ тытрӗ, тутипе питҫӑмарти хӗррисенче кӑна унӑн ҫирӗп шухӑш-кӑмӑлне кӑтартакан тарӑн йӗрсем палӑрма пуҫларӗҫ. — Утмӑл тӑватӑ километр! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Вӑл кӳреннипе шурӑхса кайнӑ, сӗтел хушшинчен тӑрса, аллисене кӗсйине чиксе, чӗтревлӗ ҫиллес сасӑпа:— Йӗксӗк! Чӗрӗ-ши-ха вӑл тата?.. Ӑна вӑл, багажсемпе пӗрле пуҫтарса хурас тесе, фургон патне илсе кайрӗ. Анчах мистер Ольбинет кунпа ниепле те килӗшмесӗр ӑна ятлаҫса тӑкнипе Паганелӗн Австралинче пӗччен ҫӳрекен кайӑка Париже илсе кайма тытнӑ шухӑшне пӑрахмалла пулчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем 141°30' долготана ҫитрӗҫ. Халиччен вӗсене ҫӗр ӗҫлекен колонистсем те, выльӑх ӗрчетекен скваттерсем те тӗл пулмарӗҫ. Никам пурӑнни те туйӑнмасть. Туземецсен ура йӗрри те ҫук: ӑҫта килнӗ унта ҫӳрекен дикарьсен йӑхӗсем чылай ҫурҫӗререх, Дарлингпа Мёррей шывӗсен юпписем тухакан вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫеҫенхирсенче куҫса ҫӳреҫҫӗ. Ҫак кунхине Гленарванпа унӑн юлташӗсен ҫакӑнти темӗн пысӑкӑш кӗтӳсенчен пӗрне курма тӗл килчӗ. Ҫакӑн пек кӗтӳсене ӗмӗтсӗр спекулянтсем хӗвелтухӑҫӗнчи сӑртсенчен Виктори провинципе кӑнтӑр Австралине хӑвала-хӑвала каяҫҫӗ. Мӗнле пултӑр тата? — Лешне илӗр унтан, поручик! — илтӗнчӗ ҫӳллӗ старикӗн тикӗс сасси. Ухмахланнӑскер! Сарлака алӑка яр уҫса ярса, Павел камерӑна вӑркӑнса кӗчӗ. Тӳпере вӗҫекен хурчӑка хӑйӗн вӑйлӑ ҫунаттисемпе чылайччен хӑлаҫланнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пӗр вырӑнта чарӑнса тӑрать те, унтан ҫул хӗрринчех пӑть-пӑльтӗклетсе тӑракан путене аҫи ҫинелле ҫӗмӗрӗн пек анать. Тарас ывӑлӗ Остап та хорунжий патне шӑп ҫавӑн пек пӗрсе ҫитрӗ те ӑна ҫавӑнтах майран пӑявласа илчӗ. Галерейӑра курнӑ каҫхине вӑл Огняновран хӑраса ӳкнӗччӗ, каярахпа, ӑна мӑнастирте тӑтӑшах куркаланӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑна хӑнӑхса ҫитрӗ. — Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир, «Макарине» хӑйӑр ҫинчен кӑларас тесе, мӗн кирлине мӗн вӑй ҫитнӗ таран тума тӑрӑшатпӑр. Анчах, ҫапах та, сӑмах этем пурнӑҫӗ ҫинчен пырать. Эпӗ ывӑнса ҫитӗ. Анчах, ывӑннине туйман пулса та, хытӑ чупас тӗлӗшпе эпӗ ҫак ҫӑмӑл чупакан тӑшманпа ӑмӑртма пултарайман. Унӑн пӗр евӗрлӗ сӑн-сӑпачӗ камед йывӑҫҫисен ращисемпе тата ушкӑн-ушкӑн ӳсекен эвкалипт йывӑҫҫисемпе ылмашӑнать. Малалла кайнӑ танксем хыҫҫӑн, ҫулсем тӑрӑх, инҫетренех курӑнмалла тусан йӑсӑрлантарса, моторизованнӑй артиллери, бензоцистернӑсен вӗҫӗмсӗр колоннисем, тракторсем туртса пыракан ремонтнӑй мастерскойсен темӗн пысӑкӑш фургонӗсем, брезентпа витнӗ грузовиксем шунӑ. Куҫ умӗнче пӗчӗкҫеҫ офицер кӑвак пӑнчӑ пек сиккелесе тӑчӗ, Павелӑн бронза тӗслӗ сӑн-пичӗ ҫуталчӗ, Андрей куҫӗсем кулса тӑчӗҫ. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп! — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. — Французла питӗ лайӑх калаҫать тата… Унӑн ҫӑварӗнчен чикаркки тухса ӳкрӗ, пӗртен пӗр кӗпине ҫунтарса шӑтарчӗ, пысӑк хура шӑтӑк туса хучӗ. Вӑхӑт тӳпери пӗлӗтсенчен те хуллентерех шунӑ… Юлашкинчен, взяткӑсем илсе, государство укҫи-тенкипе тӗрлӗ ултавлӑ ӗҫсем туса, государство укҫипе пурлӑхне тӳрремӗнех вӑрласа ҫав териех пуйса кайнӑ хыҫҫӑн, министрсем общество ӗҫӗсене хутшӑнма пӑрахаҫҫӗ. Ӗлӗкхи мастерсем вӗсем, сӑмахран, Симон-Ушаков, хӑй еретик пулнӑ пулсан та, турӑша пӗтӗмпех хӑй ҫырнӑ, сӑн умӗнхине те сӑнне те, хӑмине те хӑех саваланӑ, левкаҫне те те ҫӗрнӗ, пирӗн вӑхӑтри турӑшӑн ирсӗр ҫынсем ҫавна тума пултараймаҫҫӗ! — Ир вӑраннӑ вара эсир! Ир тӑракан кайӑк тутӑ пулнӑ, теҫҫӗ ваттисен сӑмахӗнче. Эпир Катьӑпа иксӗмӗр ҫаплах коридорта калаҫса тӑратпӑр, шӑнса пӑрланнӑ кантӑк ҫине пӳрнесемпе инициалсене, унтан сӑмахӑн малтанхи саспаллийӗсене ҫыратпӑр. Вӑл ӗнтӗ урӑх нихҫан та полка, авиацине, фронта таврӑнаяс ҫук! Ҫак чӗлхене пӗлнипе эпӗ ӑна питӗ аван ӑнлантӑм, унтан ура ҫине тӑрса хам мӗскӗн еху пулнине, мана гуигнгнмсен ҫӗршывӗнчен хӑваласа кӑларса янине каласа патӑм, хама ирӗке яма тархасласа ыйтрӑм. Пӗр пилӗк инжир йывӑҫҫипе виҫӗ гранатник лартса пама сӑмах панӑ садовник ӑна улталарӗ, срок тухиччен нимӗн те тӑваймарӗ. Софья Ивановна, кивҫене кӗрсех, тислӗк те сутӑн илнӗччӗ, анчах халӗ вӑл пӗтӗмпех аптраса ӳкрӗ, садовнике кӗтмелле-ши, е, вӑхӑта сая ямасӑр, ҫӗре хӑйӗнех чаваласа ҫемҫетмелле-ши? — Чӑн малтанах эсир ытлашши калаҫусене чарса лартасшӑн. Иккӗмӗшӗ, эсир шанчӑклӑ ҫынсене пурне те суднон кормовой пайне пухасшӑн. Марья Васильевна мӗнле-ши? Кольхаун та Исидора мӗнле ҫынна юратнине пӗлсе тӑнӑ, ҫав ҫынна Кольхаун курайман анчах та мар, ӑна пӗтерме шут тытнӑ. Ун чухне тӗне ӗненекен ҫынсем турӑ пӗлӗт ҫинче пурӑнать, тесе шухӑшланӑ. Ҫак ҫулҫӳревҫӗ турра хӑй куҫӗпе курас тесе Ҫӗр ҫинчен пӗлӗт ҫинелле те ӳкесшӗн пулнӑ пуль, анчах мӗнле ӳкӗн-ха пӗлӗт ялан ҫӳлте пулсан? «Мӗскӗнсем пулнӑ иккен эпир, — тесе шухӑшлать ҫулҫӳревҫӗ. — Хамӑр пурӑнакан пӗчӗк яла та «Ҫӗр тӳпи» тесе каланӑ та… — Пултараймасан, эпир ӑна кӑларӑпӑр, — хӗрелсе кайрӗ те Огарнов вӑтанчӑклӑн кулса илчӗ; ҫав кулӑран вӑл арӑмне нихҫан та ӗҫрен кӑларма хӑяс ҫуккине пурте тӳрех ӑнланса илчӗҫ. Ҫапла, ку Стэнли тепӗр темиҫе ҫултан уҫнӑ Заир, е урӑхла каласан, Конго пулсан, унти португалсен ялӗсем патне ҫитме ун юхӑмӗпе вӑррипе тухиччен ишмелле. Е эпӗ вилетӗпех тесе шухӑшларӑм, ман вырӑнта чӑланта вилӗ кӗлетке ҫеҫ тупакан Сен-Жером епле тӗлӗнессине куҫ умӗнче уҫӑмлӑн куртӑм. — Эпӗ: «Вӑл манпа пӗрле Энскра пулчӗ», терӗм те, патӑм. Эпӗ сире, хӑвӑрӑн айван улпутӑрпа пӗрле пӗтерсех хурӑп! Боцман пулнӑ ҫын, пиншер ыйтусене итлесе тӑраканскер, вӗсене хирӗҫ хаваслансах тавӑрса калать, пурне те тӗрӗс кӑтартса парать. Машина ҫӗре темле тӗлӗнмелле тӗртӗнсе ҫӳлелле сиксе илчӗ, унтан каллех ҫӗре тӗртӗнчӗ, каллех сиксе илчӗ. Аэродром хӗррине ҫитичченех вӑл ҫавӑн пек сиккелесе кайрӗ, унтан, хӳрине ҫӳлелле ҫӗклесе, сасартӑк хускалми пулчӗ. Ҫар чаҫӗ мар, цыгансен таборӗ пулса тӑрать ку! Симурден пӗччен юлчӗ, анчах ҫывӑраймарӗ; ӑна икӗ чир: суран шӑнтни тата савӑннипе пӗтӗм ӳт-пӳ пӗҫертни ҫывӑрма памасть. Ҫӗр айне кӗрсе выртатпӑр, анчах колхоза пурне те кӗртетпӗр. — Шывӗ Ҫӗр ҫинче ӗнтӗ, ачам! Ҫав сӑвӑ-юрӑра йывӑр хуйхӑ-суйхӑ та, чӑнкӑр-чанкӑр сӑнчӑр та, тӗттӗм тӗрмесемпе суран-шыҫӑсем те пур, вӗсемпе пӗрлех тата шаритленӗ така какайӗ те, кӑпӑкланса тӑран хӗрлӗ эрех те, хӑватлӑраххи те, эрни-эрнипе пыракан тав-шуйлӑ туйсем те, каҫхи асамлӑ вӑйӑсем те, ешӗл вӑрманпа сулхӑн кӗтес те — пурте, пурте халӑх сӑввине-юррине хывӑнса пысӑк тинӗс тунӑ. Отряда ҫитсен Паганель, Гленарван патагонецран ҫине тӑрсах темӗскер ыйтса тӗпченине асӑрхарӗ. Лешӗ ӑна ӑнланаймасть пек туйӑнать. Сарӑрах шыв хупаххисемпе витӗннӗ пӗчӗк пӗвере те шыв туллиех пулнӑ. Кам? — Э, куратӑп, маттурскер вара эс! Ун патне кайма, ун патне таврӑнма — ҫакӑн пек суйнӑ, улталанӑ хыҫҫӑн — ҫук! ҫук! мӗн чухлӗ те пулин пур-ха ун чысӗпе туйӑмӗ. Эпӗ Володя патне кӗнӗ вӑхӑтра ман хыҫра Дубковпа Нехлюдов сассисем илтӗнчӗҫ, вӗсем мана саламлама тата эпӗ вӗренме кӗнӗ ятпа ӑҫта та пулин апатланма, шампански ӗҫме кайма сӗнес шутпа килнӗ. Ҫавӑнпа вӑл, хӑйсен хваттерне кӗмесӗрех, хӗр тантӑшӗ патне кӗчӗ. Ун патӗнче мӗн тӗттӗм пуличченех ларчӗ. Хӑйсен хваттерне вара пӗр вунӑ сехет тӗлнелле тин таврӑнчӗ. Вӑл алӑка уҫрӗ, электричество лампочкине ҫутса ячӗ те ҫавӑнтах ҫӳҫенсе илчӗ: хваттер алӑкӗ ҫумне телеграмма тирсе хӑварнӑ-мӗн. Вӑл та ҫавӑн пекех пулсан, мӗн тӑвас? — Кураймастӑп! — Суятӑн! Халь юрататӑн! — Пурри пур та, анчах… тӗрӗс тӑвать-и вӑл? — Мӗнле вара сӑмавар ан пултӑр ялта, — танлӑн тавӑрчӗ мана кӑвак сӑхманлӑ ҫамрӑк: — Тимофей атте патне кайӑр, е дворовӑй пӳртне кайӑр, е тата Назар Тарасыч патне, е Аграфена кайӑкҫӑ патне кайӑр. Пӑлхавҫӑсем тата? Тӗнчене тӗшмӗртсе-пӗлсе пынипе этем хӑйне кӑна пӗлнӗ-ӑнланнӑ. Никама та шутласа илме памасӑр, лашине вӑл урса кайнӑ пек унталла та кунталла пӑркалать, тискерленсе кайнӑ ҫынсем ҫине таптаса пыра-пыра кӗрет; Его превосходительство хӑй хыҫҫӑн пур ҫӗрте те ҫӳрекен свитипе пӗрле ман ура ҫине хӑпарчӗ те ман пит патне чаплӑн утса пычӗ. Вӑл хӑйне император пичет пусса туса панӑ вверительнай грамотине ман куҫ патнех илсе пырса кӑтартрӗ те мана сӑмах калама тытӑнчӗ. Посол пӗр вунӑ минут хушши ним ҫиленмесӗр, анчах хӑйӗн сӑмахӗнчен пӗртте чакас ҫук пекех ҫирӗппӗн каларӗ. Ҫавӑн чухне вӑл аллине час-часах таҫта аяккалла сула-сула кӑтартатчӗ. Эпӗ вӑл мӗн ҫинчен каланине каярахпа тин пӗлтӗм: вӑл его величество государство совечӗпе пӗрле канашланса мана хӑйсен, унтан ҫур миля яхӑнта ларакан тӗп хулине (столицине) турттарса кайма йышӑнни ҫинчен каланӑ-мӗн. Нагульнов пӗр васкамасӑр шӑлавар кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ, курокне каҫӑртса лартрӗ. «Пилигрим» халь ҫырантан пурӗ те икӗ кабельтовра ҫеҫ, урӑх сӑмахпа — рифсем ҫумӗнчех. Сылтӑм енчен ӑна хумсен шурӑ кӑпӑкӗ ҫапать те ӗнтӗ. Ку, ахӑртнех, каналсен иккӗмӗш тытӑмӗн йӗрӗсенчен пӗри — Марс дискӗнчи шупка ӳкерчӗк. Ҫынсем, выҫӑ пулин те, колхоз выльӑхне пусман; ачасем, вилӗмрен хӑрамасӑрах, ҫуннӑ ял вырӑнне кайса, кӗл купи айӗнчен ҫунса кӑвакарнӑ плугсене чавса кӑларнӑ. Малти пӳлӗме ҫитиччен эпӗ ӑна питӗ хисеплӗн сума суса ӑсатрӑм (пӗтӗм ҫемье лӑпкӑлӑхӗпе телейне аркатма килнӗ ҫынна епле ӑсатса ямӑн-ха). Ырӑ тӑвӑрсамччӗ эсир пире тата ҫак енӗпе: пире выртмашкӑн гостинӑйра утӑ та пулин сарса пама хушар; ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах эпир хамӑр ҫулпа тухса кайӑпӑр. Мур тӗпне Бородатыя!» Халӗ ӗнтӗ ун пекки ҫук, халӗ эпӗ пурӗ те сикетӗп ҫеҫ, — терӗ Ромашов, ассӑн сывласа. — Пӗлмесӗр! — Япӑх ӗҫсем! Пӗтереҫҫӗ пире, Аничка, — терӗ пӑлхавҫӑ, аран сывлӑш ҫавӑрса. Сыхласа усрама ҫеҫ! Халех уйрӑлатпӑр та-и?.. Йӗрӗ часах пӗтнӗ — вӑл йӗри-тавра ҫын ҫӳреме ҫук чӑтлӑх вӑрман хупӑрласа ларакан уҫланкӑна илсе тухнӑ. Эрнере пӗрре эпӗ тата инҫетерех — «Ухмаха ернисен ҫуртне» чупатӑп, унта психиатр Бехтеров чирлӗ ҫынсене кӑтартса лекцисем вулатчӗ. Юргин мулкача ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Вӑл ӑна хӗвелтухӑҫ енчи ҫывӑх вӑрман патнелле кӑтартрӗ тейӗн. Мӗнпур япала — пӗтӗм ҫын валли, пӗтӗм ҫынӗ — пурин валли. Каччи картине татать те, хӑй саваканнине ҫӗклесе илсе, лартса каять. — Эсир-и ку? — терӗ Власова хыттӑн, сасартӑк тем пирки хӗпӗртесе. Ҫавӑнпа та манӑн хваттер полковой адъютант валли лаша витисӗр пуҫне ултӑ монета тӑма пултарнӑ, — унсӑрӑн эпӗ кирек хӑҫан та, ырӑ ҫын пулса тӑрса, хамӑр патӑртан кӑларса яма пултаратӑп. Йывӑҫ ҫулҫисем ҫине шултра ҫумӑр тумламӗсем патлатма пуҫларӗҫ. — Сире никам та асаплантарасшӑн пулман. Ҫурҫӗр иртсен ҫил-тӑвӑл ҫӗкленчӗ пулсан та, ирхине ирех карап Лидоран иртсе кайрӗ. Вӑл, ытти лашасем утса ӗлкӗрейменнипе, хӑйӗн кабардинецне чаркаласа пычӗ, куҫӗсене хӗсерех пӗр вӗҫӗмрен малалла тинкерсе пӑхрӗ. Урӑх ним те ан вула. — Ӑҫта каятӑр? — ыйтрӗ полк командирӗ ӑна пӳлсе тӑратса; вӑл Мересьев аллине тытрӗ те, ӑна хӑйӗн пӗчӗк те типӗ аллипе хыттӑн, ыраттармаллах чӑмӑртарӗ. Сасартӑк вӑл тетӗшӗ патне ҫӳлти хута хӑпармалли пусма вӗҫӗнчи алӑка шалтлаттарса хупрӗ те йытти хыҫҫӑн веранда ҫине чупса тухрӗ. Анчах вӑл, айӑплӑ ӗҫ тунӑ ҫын пек, яланах хӑраса ҫӳретчӗ. Унӑн тӑван мар ывӑлӗн арӑмӗ унпа калама ҫук усал пурӑнатчӗ, ырӑ ҫынсем хӑйсен йыттине те унтан ытларах хисеплеҫҫӗ. Эй, тӑванӑм! Ара эпӗ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп. Ӑҫта курӑп, пӗлме юрать-ши? Бригадирсем хӑйсен ӗҫӗсене хӑнӑхсах ҫитеймен пирки, чӑнах та, хуҫалӑхри тӗрлӗ вак-тӗвек ыйтусене татма та ун патне пыра-пыра аптӑратса ҫитернӗрен мар, Лушка, Дубков каланӑ тӑрӑх, «пурне те йӑл кулса илӗртнӗшӗн» тарӑхса кӑшкӑрчӗ. Халӗ ӗнтӗ, Челкаш лӑпкӑн тата кӑмӑллӑн калаҫнӑ пулин те, сехӗрленнипе ҫаплах чӗтрекен Гаврила ӑна тархаслама тытӑнчӗ: — Итле-ха, яр эсӗ мана! Варсенче ҫил кӗрлесе улать, сивӗ ҫил-тӑман ал-урана кӳттерет, юн та тымарта шӑнать. Вӗсем ҫапла шутланӑ: «тутарсем килсе пӗтӗмпех ишсе каяҫҫӗ пулсан, пирӗн мӗншӗн-ха ҫурт лартса чӑрманас тата укҫа пӗтерес?» тенӗ. Вильсон пуҫне пӗр ӑнӑҫлӑ шухӑш килсе кӗчӗ: трилистниклӑ такан татах та тыттарма пултарать, ӑна пӗр вилнӗ лашаран илсе ахаль таканпа улӑштармалла пулать. Пирӗн счетовод тӗрӗс калать пулас: санра темле чиканла япала пур, ыйтма та юрататӑн эсӗ, ют лашасене те тиркесех каймастӑн… Вальсӑн пӗрремӗш турне хам пуҫласа яратӑп. Вӑл Сеча хӑюллӑ ҫапӑҫӑва ҫӗклесе рыцарьла ҫапӑҫасшӑн пулнӑ; юлашкинчен, пӗр кунхине кошевой патне пынӑ та тӳрех ҫапла каланӑ: «Мӗнле, кошевой, запорожецсене тухса гулять туса ҫӳресен юрамасть-и?». Мана тӑшман хӑваласа кӑларакан ҫак хурлӑхлӑ ҫурт ӑна та ан пултӑр эппин». Хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ, кукӑр ураллӑ матрос мана киленсех, каласа кӑтартрӗ: — Чӗмпӗрте унӑн питӗ усал тетӗшӗ, кунӑн пурнӑҫне аркатса янӑскер, пурӑнать. Эпӗ Достоевский шкулӗнче, айӑпа кӗнисенчен те, унашкал сӑмахсене илтмен. Урипе тапрӗ те ҫухӑрса ячӗ: — Ну — мӗнле кӗнеке? — Пӗлессӳ килсен, мучи, эпӗ вӑл мӗнле ҫын иккенне каласа парам! Мӗншӗн вара эсӗ ҫакӑн пек япалана тавӑру тетӗн? Питӗ йывӑр ӗнтӗ ӑна, чӑтма ҫук асап, анчах вӑл, ҫав асапа ҫӗнтерсе, стена ҫумӗнче ларакан арча ҫинелле улӑхрӗ. Вӑтанса, куҫне тартать хӗр, хӗрелсе каять, анчах вӑрӑм хӑрпӑкӗсем айӗпе те тути хӗррисемпе унӑн пытарӑнчӑк кулӑ чӗтренет. Фома чӗнмен. Ку тӑнне ҫухатни кӑна вӗт, тата вӑл юри вилӗ пек пулса хӑтланать пӳлӗ, тен. Присягине эпир тупӑк ҫинче паратпӑр та юнпала алӑ пусатпӑр. Унӑн тӑванӗн ывӑлӗ пур, Кольхаун ятлӑскер, ҫавӑн вара долларсем йышлӑ, хӑй куккӑшне кивҫен парса тӑнисӗр пуҫне, ҫав яш ҫын укҫипеле ним те тумасть. Черетри пирвайхи ҫынсем комиссие кӗрсе тухсан, комисси ытла хытах пӑхманни, питех тиркесе тӑкманни ҫинчен хыпар сарӑлчӗ. — Ман ҫине, — терӗ вӑрӑмми. Юханшыв хӗрне пашкаса ҫитрӗм, анчах, питӗ савӑннӑскер, ывӑннине те туймастӑп. — Джим, — кӑшкӑратӑп тӳрех, — сулла хӑвӑтрах салт, халӗ пирӗн каймалла кӑна. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ киле кайрӑм. Инди океанӗ инҫе мар. Паллах ӗнтӗ, эпӗ нимӗне те манман-ха. Кун нӳрлӗччӗ — питӗ кичем кун. Паровоз депора тӑрать. Укӗнӗҫе юласран пӑшӑрханса, Краличе вӑл тепӗр хут та чӗнсе пӑхрӗ, анчах нимӗн илтӗнменнине пула, хапха алӑкӗ патнелле пычӗ; хапхине вара ишсе антарас пек хытӑ шаккатчӗҫ. Ытармалла мар! Шурӑ ӳтлӗ, тӗреклӗ те кӑтра каччӑ, хурчӑка сӑмси пек сӑмсаллӑскер, ҫаврака питлӗскер те ӑслӑ, кӑвак куҫлӑ Хумма мужик манерлӗ марччӗ, — лайӑх тумлантарас пулсан, ӑна лайӑх ҫемьери купец ывӑлӗ теме пулатчӗ. Унтан пӗррех кӑшкӑрса ятӑм! «Ара, пӗлмесӗр, — терӗ вал, — вӑрҫӑ пуҫлансанах хам патӑмра медсестрара ӗҫлеме сӗнеттӗм эпӗ ӑна». Сасӑсем илтнӗ лаша хӑлхисене выляткаларӗ, ҫаврӑнса тӑчӗ. — Пылчӑк ӑшне пулнӑ этем те пурҫӑн ӑшӗнче ҫӳрекеннинчен тасарах пулать… Амӑшӗ Рыбин ҫине пӑхса ларчӗ те, вӑл пиншакӗпе пӗрле хӑй ҫинчен татах темскер хывнӑ пек туйӑнчӗ. Флоренцирен сире ирӗке кӑларма приказ килчӗ. Ун хутне эсир кӗтӗр-ҫке-ха! Санӑн кучер пулмалла мар, эсӗ манӑн пулӑҫӑ пулатӑн, анчах сухаллуна хырса яр. — Юрать, сана тӗл пултӑм хать. Ҫак йӗркесенчен хӑшӗ йывӑртарах пулнине астӑваймастӑп эпӗ. Малтанхиех пулӗ ҫав, мӗншӗн тесен манӑн пит-куҫӑм эпӗ хам мӗн туйса тӑнине, мӗн шухӑшланине пурне те кӑтартса тӑратчӗ. Унпа сайра ятлаҫатпӑр! — Ну, мӗнле пурӑнатӑн-чупкалатӑн? Ҫапах та кайса килес пулать-ха унта» — тет. Ҫывхаракан кимӗрен хӑраса тапарунга текен хура ҫунатлӑ та шур хырӑмлӑ тата хӗрлӗ сӑмсаллӑ шур кайӑкӗ сывлӑшалла ҫӗкленчӗ, вӑл йывӑҫсем хыҫне пытанчӗ. — Тинех мана хамӑн пӗтӗм хуйхӑ-суйхӑсемшӗн, ҫитмен ӗмӗтсемшӗн парне лекрӗ! Ҫӗрле Ҫӗрле эпе ҫаплах пурнӑҫ хӑвӑртлӑхне туйса (ун пирки ӗнтӗ манӑн хӑлхара темскер шӑхӑрса тӑнӑ пек туйӑнать) вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех сӗм тӗттӗмре-таҫталла вӗҫнӗ пек пулса, Марья Васильевна Кораблев патӗнче чухнех вилме шутланине чухласа илтӗм. Вӑл хӑранине кура эпӗ те хӑрама пуҫларӑм, эпӗ пит хуллен тымар айӗнчи шӑтӑкалла пӑхрӑм, — тымарӗ шӑтӑк тӗлне хӳме ҫавӑрнӑ пек тӑрать, — Саша шӑтӑкра виҫӗ ҫурта татӑкӗ ҫутса ячӗ, вӗсем шӑтӑка кӑвак ҫутӑпа ҫутатса ячӗҫ. — Илтетӗп. Халӗ ӗнтӗ ку сасӑ малтанхинчен инҫерехрен илтӗнчӗ. Унӑн пӗтӗм чунӗ — ҫав мӑшкӑла тӳснинче, унӑн куҫне мӑшкӑлпа ҫапса шӑтарнӑ та, урӑх вӑл нимӗн те курмасть пек пулса тухать. Мирлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ мелсем вӗрентӗр тесе. Кӑнтӑрла ҫитерехпе вӑл пӗр йӗр ҫине пырса тухрӗ. «Сывӑ пул! Сывӑ пул! Сывӑ пул, Ганна!» Ганнӑна пур енчен те чуптума тытӑнчӗҫ. Ун ҫамки ҫине шултра тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ. — Ак сана, пӑх та кур! — тӗлӗнчӗ Христофор атте. Ӑна король ҫуртӗнче йышӑнаҫҫӗ. Инкек ҫине синкек тенӗ пекех ҫав, тепӗр ҫулах Наполеон хӑйӗн пысӑк ҫарӗпе Раҫҫей ҫине тапӑнса кӗнӗ, 1812-мӗш ҫулхи Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ, Мускав ҫунса кайнӑ… «Британи» 1862 ҫулта ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ, июньре… Петлюра тӑракан тӗле ҫитмессерен, салтаксем хӑйсем тӗллӗн «мухтав» тесе кранклатса илеҫҫӗ те шоссе тӑрӑх ҫул айккинчи урамсене кӗрсе каяҫҫӗ. Унӑн сывлӑхӗ лайӑхланнӑ пек курӑнчӗ, ҫавӑнпа пурин те: тен, ӗҫ сывалас еннелле кайрӗ пуль, текен шанчӑк ҫуралчӗ. Чеченецсем хӑйсем хӑтӑлас ҫуккине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та тарас шухӑш ан илӗртейтӗр тесе, вӗсем пӗр-пӗринпе чӗркуҫҫийӗсенчен чӗн пиҫиххисемпе ҫыхӑнса ларнӑ, пӑшалӗсене авӑрласа хатӗрленӗ те вилес умӗнхи юрра юрласа янӑ. Халлӗхе эпӗ батарея командирӗнчен лаша ыйтса пӑхас тетӗп, анчах хӑратӑп-ха, памӗ тата. Ӑҫта? Кайрӑмӑр вара. Чи малтан сылтӑмра кавир ҫинче темле улпутпа ун майри тӑраҫҫӗ. — Тинех васкама та кирлӗ мар, — терӗ тухтӑр, — тӗттӗм пулсанах Хамбарев арманне кайӑпӑр та, Лилко бай сана мӗн кирлине пӗтӗмпех парса ярӗ. Эпӗ хамӑр ҫӗршывӑн юлашки ҫӗр ҫул хушшинчи историйӗ ҫинчен кӗскен каласа кӑтартни короле вӗҫӗмсӗр тӗлӗнтерсе ячӗ. Ун шучӗпе ку истори вӑл этем ӗмӗтсӗрлӗхӗ, икӗпитлӗхӗ, хаярлӑхӗ, ӑссӑрлӑхӗ, чарусӑрлӑхӗ, курайманлӑхӗ, вӗчӗ-кӗвӗҫӗ, ӑмсанни-хапсӑнни, сутӑнчӑкӗ, чее-усал кӑмӑлӗ, чапа-хисепе юратни пирки пулса каякан каварсен, пӑлхавсен, вӗлерӳсен, хӗнени-ватнисен ирӗксӗр купи. Ку — мӑй таран лачакара ларса, хӑвна чӑнах та пурпӗрех пулсан та, пурпӗрех пулман пек кӑтартни мар. — Вӑл темиҫе кунлӑха кӑна кайнӑ, занятисем пуҫланиччен таврӑнать. — Турӑ ҫылӑха тӳссе тӑраймарӗ… — Хӑйне курнӑ-ши вара вӑл? Унта лампада ҫунатчӗ-ши, ӑвӑс ҫуртиччӗ-ши. — Пӗлместӗп, — терӗ лешӗ ҫирӗппӗн. — Хӗрарӑмсем хыҫҫӑн вӗҫтеретӗн-и? — тӗлӗннине пытармасӑр ыйтрӗ Устин. Пиччӗшсем кадетсен корпусне кӗнӗ; вӑл, чи кӗҫӗнни, ашшӗн юратнӑ ывӑлӗ, йӑмшах кӗлеткине пула килте юлнӑ. — Анне, итле-ха, ман пӳлӗмре Корчагин ларать. Вӑл сире Василипе иксӗре сирӗн мӑнкӑмӑллӑхшӑн маншӑн тавӑрӗ, эпӗ ӗлӗк сиртен, пуянсенчен пулӑшу ыйтса ҫӳреттӗм. Пирӗн ҫулсенче арҫынсем, пурте тенӗ пекех, алхасаҫҫӗ. — Кай, тархасшӑн кай, лешӗ санран хӑрать, ҫавӑнпа халӗ те килмест. Вӑл хӑйсене ӑҫталла илсе каяссине те, унӑн ҫарти адресӗ малашне мӗнле пулассине те пӗлмен. Тепӗр ирхине хула та, вокзал та, тӑлӑх пекех, пушанса юлчӗҫ. Аслӑ Ҫурҫӗр ҫулӗ уҫӑлнӑ — ку вӑл унӑн историйӗ. Вӑл хӗрарӑм тарҫине чӗнсе илчӗ те вилӗ йӗкехӳрене хӗскӗчпе хӗстерсе чӳречерен пӑрахма хушрӗ, мана хама сӗтел ҫине йӑтса тӑратрӗ. Малтанлӑха ӑна никам та асӑрхамарӗ, урайӗнче выртакан пӗр пассажир айне юхса кӗрсе, лешӗ ура ҫине сиксе тӑрса, кӑшкӑрса ярсан ҫеҫ, пурте япалисем патне ыткӑнчӗҫ. Акӑ, манӑн кунта ҫырса хунӑ: «Мересьев, старший лейтенант, госпитальтен, — урасӑр» тенӗ, анчах эсир… Кунашкал чухне эпӗ, пач йӳтенӗскер, — чӗркуҫҫисем сурса ыратаҫҫӗ тата вӗсем вӑйсӑр, — пӳлӗм тӑрӑх аран-аран сӗнкӗлтеткелесе ҫӳрекелетӗп; пӑртак кӑна хыттӑнрах хусканкалама хӑтлансанах юн пуҫа хӗрӳ хумпа пырса тӑвӑлать те куҫ умӗнчи мӗнпур япалана пӗтӗмпех хура сӑрпа хупласа лартать. Паян мана ӗҫе чӗнме экзекутор килчӗ; хам ӗҫе ҫӳременни виҫӗ эрне ытларах ӗнтӗ. Ҫӗнӗ ҫынсем ҫине никам та пӑхмарӗ. Ку, тӑванӑм, ӗҫе татса пани мар! Юлашкинчен пурте саланчӗҫ. — Чечексем кирлӗ мар! — хӑй аван мар тунине туйса илсе, айӑплӑн ответлерӗ Ольга. Ӑна револьверне тавӑрса панӑ чух Полина вӑл лайӑх пенипе пеменнине тӗрӗслесшӗн пулчӗ те Якова уҫӑ кӑмакана пеме ӳкӗтлерӗ; куна тума Яковӑн урайне ӳпне выртмалла пулчӗ, Полина та выртрӗ; Комиссар пирки кунтан лайӑхрах калама та май пулман пулӗ. Сирӗн сӑмаха мӗнле йышӑнма хушатӑр? Каҫхине, партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, Давыдов, хумханса, ҫапла каларӗ: — Сталин юлташ статьине питех те кирлӗ вӑхӑтра ҫырса кӑларнӑ! Мӗн, хӑратӑп тетӗн-и? Эсир эпӗ мӗн каланине ӑнланатӑр-и? Киш паттӑр ача пулнӑ, — тет ун ҫинчен ҫӳрекен юмах, — вӑл вунвиҫӗ хутчен хӗвел курнӑ — ҫакӑн пек шутланнӑ вӗсен вӑхӑт. Ун шухӑшӗпе ӑслӑ, хастарлӑ, мӗн пулассине малтанах шута илсе тӑракан ҫынсем ҫине налога пысӑк хумалла. Вӑл сӑрине пӗр стакан хыҫҫӑн тепӗр стакан ӗҫе-ӗҫе яратчӗ, ҫапах та ӳсӗрлмесӗр тата васкасарах та ҫиленсерех калаҫса ларатчӗ: — Ваттисем каланӑ: сӑмах вӑл — ийӗ мар, чӗлхене ҫыртса пурӑнни — ылттӑн, тенӗ. — Кирлӗ мар. Кантри кӗске пулчӗ, пӗр аршӑн ҫитмест, — Марыся ӑна парать ҫивӗтне. Марысьӑна ҫивӗтсӗр тӑрса юлнӑ пек, хӑй тӗпсӗр ҫырмана татӑлса аннӑ пек туйӑнчӗ те вӑл сасартӑк вӑранса кайрӗ. Малтанах каҫхи лӑпкӑ ҫил пирӗн пата купӑс хуллен нӑйлатнине илсе ҫитерчӗ. Елена ӑна пуҫри тутӑрне салтса пачӗ. Хӗвел ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ чи пӗчӗк ҫӑлтӑрсем те лайӑх курӑнаҫҫӗ. Ывӑлӗ манахла пурӑнни тӗлӗнтерчӗ ӑна. Ҫулӗ чӑнах та хӑрушӑ, сылтӑмра, пуҫ тӑрринче, юр кӳмерккисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫил вӗрнӗ-вӗрменех ту хушшине татӑлса анассӑн туйӑнаҫҫӗ; тӑвӑр ҫул хӑш-пӗр тӗлте юрпа хывӑннӑ, тӗллӗн-тӗллӗн ура путса анать, хӑш-пӗр ҫӗрте тата хӗвел ӑшӑтнипе юр ирӗлнӗ те каҫхи сивӗпе пӑрланса ларнӑ, эпир хамӑр та аран-аран утатпӑр, лашасем шуса ӳкеҫҫӗ. Ҫакна пурнӑҫлама вӑл тин ҫеҫ пуҫӑнчӗ, пурнӑҫлатех. Иван Иванович килне таврӑнсан та нумайччен пӑшӑрханчӗ. Акӑ кӗҫех ҫыран хӗрринчи сӗвек чулсем чӑтлӑх витӗр шуралса курӑнса кайрӗҫ. Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Этем, хӑйне ӑҫта пырса пӑрахсан та, пурӑнма пултарать. Шӑла ҫыртса, пӗр чӗнмесӗр эпӗ Кораблев алли ҫине пӑхрӑм. — Акӑ мӗн, сударыня, эпир Париж ҫыннисем, — ӑшшӑн каласа хучӗ маркитантка. Ҫирӗп шӑнӑрлӑ ҫын! Ҫапла, вӑраха ятӑмӑр, вӑкӑрсенчен ытларахӑшӗ пирӗн вӑйсӑр пулчӗҫ, анчах курӑма пӗр пек пайламаллаччӗ, эсир Островновпа иксӗр тунӑ пек мар: уйрӑм хуҫалӑхсенчен мӗн панӑ, сӑхӑмсене ҫавӑнпа тӑрантарса усрамалла имӗш. Мана вӗсем интереслентермен. Аялаллах тӗшӗрӗлнӗ Хлебников пуҫӗ сасартӑк Ромашов чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ. Эпӗ сансӑр пурӑнмастӑп, эпӗ сана вӗҫӗмсӗр куратӑп, илтетӗп… Ҫав вӑхӑтрах чунӗнче, таҫта шалта, шухӑш ҫуралчӗ: «Паша епле-ха тата?..» — Ҫырӑвне эсир ларса килнӗ машина шоферӗ илсе килчӗ. Техаса куҫса килсен ҫеҫ ҫавӑн пек пӑхӑнса тӑни плантаторшӑн хӗнтерех туйӑнма пуҫланӑ. Тахҫан авланнӑ та вӑл арӑмне ҫӗре чикнӗ. Каҫхи апат тума ҫитнӗ. Ҫиме чарӑнӑр, — терӗ пичче. — Löschen Sie die Lichter aus, Frost! — каллех, ытла хӗрсе кайнипе пулас, хальхинче нимӗҫле кӑшкӑрса ячӗ Дерпт студенчӗ. Совеҫӗ ӑна, эс нимӗнле киревсӗр ӗҫ те туман, тенӗ, анчах пӗр-пӗр пахча-ҫимӗҫпе сутӑ тӑвакан ҫынӑн совеҫӗ закон символӗ умӗнче, общество ячӗпе тавӑракансен тарҫисем умӗнче ним тӗшне тӑманнине те туйнӑ вӑл. — Хуҫисем пур-и? Хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Кӗтесре шӑпӑр тӑрать. Эпӗ унпа хамӑн чӗркуҫ таранах юрланнӑ кӑҫатта шӑлса тасатрӑм. — Килте кам та пулин пур-и? — Ак эсӗ, Климка, хӑвна хӗненӗ чухне чӗнместӗн. Анчах хӑш-пӗр авторсем Квироса хальхи Австралин ҫӗрне мар, Новогебрид утравӗсен ушкӑнне тупнӑ теҫҫӗ: эпӗ ку ыйту ҫинче ытлашши сапаланса тӑмастӑп. Шанӑҫ ҫухалса каять те ун вырӑнне ӳкӗнӳллӗ хуйӑх пусса килет, тата каллех ун вырӑнне шанӑҫ чӗрӗлет. Вӗсем аялалла вӗҫсе аннине сӑнанӑ май Лось ҫавра кӳллӗн хура шывне курать, — вӑл та чакӑл тусен хушшинче тарӑннӑн тӑсӑлса выртать — ҫыранӗсен хӗррипе кӑтра тӗмсем лӑпчӑннӑ. Вырӑсла калас пулсан вӑл — хӑйне ирӗклӗн тӑвакан критика. Салтак ман кӑмӑла каймарӗ, манӑн ӑна хӗрхенес, шеллес килмерӗ. — Ирӗк парӑр! — терӗ вӑл, аллине кӑшт сулкаласа, рабочисене хӑйӗн ҫулӗ ҫинчен сирсе, анчах вӗсене тӗртӗнмесӗр. Паянах таврӑнатӑп та вӑл ӗҫе тытӑнатпӑр. Кайма вӑхӑт, поезд килнӗ, — терӗ. Ҫав ҫулах. Февраль хыҫҫӑн килнӗ январь уйӑхӗ. Ку тарана ҫитсе те Испани мӗнле ҫӗршыв пулнине ӑнланса илейместӗп. — Мана пӗрмай такам хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать, иксӗмӗр пирки калать пек: эсир малашне пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаймӑр тенӗн туйӑнать. Ашшӗ килтен тухса кайсан, Оксана чылайччен хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ, хӗррисене тӑхлан тыттарнӑ-тӗкӗрӗ умӗнче, хӑйне хӑй ытараймасӑр, чиперленсе, капӑрланса тӑчӗ. — Эпӗ ӑна вӗлересшӗн мар; мӗншӗнне те пӗлетӗн. Паллах, манӑн умри ҫул йӳпленсе кайнӑ пирки эпӗ пӗр ҫулӗпе кӗрсе кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах «Ганс ҫӑл шывӗ» тепӗр ҫул юппине кукӑркаланса манӑн юлташсем пыракан ҫулпа юхса, таҫта тарӑналла кӗрсе кайнӑ пулмалла. Пӗр эрнерен капитан мана хӑйпе пӗрле аяла анма, хӑйӗн ҫуртне кӗмелли алӑкӗ умӗнче пӗрле ларма килӗштерчӗ. «Хӑвӑрах куратӑр-ҫке эпӗ иккенне». Унтан ҫивиттин аяккисене чӑсса йывӑҫ патаксемпе ҫирӗплетме йывӑр пулман. Аса илтӗм те ҫакна, макӑрса ятӑм! шеллес килсе кайрӗ хамӑн яшлӑхӑма… Анчах кунта чӗлхе пирки шухӑшласа тӑма вӑхӑт ҫук, эпӗ ӑна уҫӑлтӑр тесе, кӑшт тӑсса кӑлартӑм. Мӗн чухлӗ чаплӑ ҫынсем вилсе пӗтрӗҫ! Ун пек чух вара Смолин ӑна, пысӑк ҫӑварне чалӑштарса:— Питӗ те вӗҫетӗн эсӗ… — тесе асӑрхаттарнӑ. Манӑн ун пирки пӗр сӑмах кӑна. Вӑл тӗрӗссипе тӗрӗс маррине хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр. Халӗ, ҫула тухиччен, христиансен йӑлипе, пурте ларса канар». — Э, сывлӑх сунатӑп! — Ырӑ кун пултӑр, — терӗ старик, укҫа шутланӑ ҫӗртен пуҫне ҫӗклесе, унтан куҫӗсемпе татах сӗтел ҫине сарса хунӑ укҫана тинкерчӗ. — Шабаш! — тесе кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ, анчах ӑна хирӗҫ хаяррӑн ответ пачӗҫ: — Шабаш парӑп эпӗ сана! Анчах усал хӗл тӑрать, ҫӗрлесерен ҫил-тӑмансем улаҫҫӗ, маччара ҫил ҫӳрет, сивӗ хӗссе лартнипе маччари папкасем шартлатаҫҫӗ — ӑҫта тухса тарӑн? Манӑн тусӑм Дик! — терӗ вӑл ҫине-ҫине. Ӑмӑрткайӑк сулӑ ҫине ӳкрӗ. Вӑл савӑнсах итлеместчӗ, ыйтусем парса мана калаҫма чармастчӗ, вӑл куҫхаршисене урса, пит-куҫне вылятмасӑр, чӗнмесӗр итлесе ларатчӗ, — пӑнтӑхса кайнӑ кивӗ чул пекчӗ. Ыйтас килет: мӗнле йӗрке пултӑр-ха ку? — Ну, юрӗ… тӑхта, каяр… — тесе мӑкӑртататчӗ лешӗ. — Хаяр! Тигр евӗрех! — йуҫӗпе кабинет еннелле яланчӑклӑн та мӗскӗннӗн сӗлтсе, пӑшӑлтатрӗ вӑл. Вӑл Марьяна патне пӗшкӗнчӗ те: — Чуптӑвӑп, ну чуптӑватӑп-тӑк чуптӑватӑп вара! — терӗ. Ҫак вӑхӑтра чӳрече умӗпе ут утланнӑ ординарец офицерпа казак чуптарса иртрӗҫ те крыльца умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Ординарец офицер учӗ ҫинчен анчӗ. — Утсам-и ӗнтӗ, мӗн пӑхса тӑратӑн ҫак эсӗ! — терӗ Козельцов аманнисем ҫине тӗлӗнсе тата темӗнле хурланарах, куҫне илеймесӗр пӑхса тӑракан Володьӑна. — Вӑл питӗ ырӑ ҫын… Ман ӑна хӗрарӑмсем хушшинче курас килет: кунта вӑл, чӑнах та, тӑрӑшать пулмалла! — Ниепле те ӑнланаймастӑп, — терӗ Гусев, — правительство ҫарӗ ӑҫта шуйттан патне кайса ҫухалнӑ? — Каҫарӑрах, эпӗ сире кансӗрлерӗм пулас? «Мӗншӗн пурӑнаҫҫӗ вӗсем?» — тесе шухӑшласа илчӗ вӑл. Куҫӗсене вылятмасӑр, темскер ҫине, пӗр хӑйне ҫеҫ курӑнакан япала ҫине пӑхать вӑл; ҫӑварӗ кӑшт уҫӑ, пӗр сӑмах та чӗнмест. «Ӑна, Остапа, хамӑн ывӑлӑма.» Вӑл, ураран пуҫласа пуҫ таранах хӗҫпӑшал ҫакса тултарнӑскер, хӑйне хӑй Купер писателӗн геройӗсенчен хӑшӗнпе те пулин танаштарса, районпа хула хушшине питӗ хавас хутлать. Макар тӗксӗмленнӗ, ыратнипе чалӑшса илемсӗрленнӗ, юнланнӑ питне ун еннелле хӑвӑрт ҫавӑрчӗ те, мӗскӗн хӗрарӑм хӑранипе ахлатса илчӗ, алӑк патнелле чакрӗ: — Ай, тур ҫырлахтӑрах! Кораблевпа пулнӑ историе астӑватӑн-и? Воропаев райкомра пулмарӗ. Вӑл хӑйне касма хатӗр ҫынсене хирӗҫ утать, анчах хӑй касма тесе нихҫан та аллине хӗҫ тытса сулмасть. Ку хӗресе, имӗш, пӗрремӗш Петр император Кавказ урлӑ иртсе кайнӑ чух лартнӑ пулать; анчах Петр пӗр енчен, Дагестанра ҫеҫ пулнӑ, тепӗр енчен тата, хӗресӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе: ку хӗресе Ермолов господин хушнипе 1824-мӗш ҫулта лартнӑ, тесе ҫырнӑ. Уэлдон миссис, ватӑ Нэнпа Том, ытти негрсем Дик Сэнд мӗн каласса куҫ сиктермесӗр кӗтрӗҫ. — Ну, Саня, ӗҫӳсем мӗнле? Урса кайса сиккипе пынӑ чух эпӗ мӗнлерех халпа пулнине каласа пама та май ҫук. Ҫак чун-чӗререн тараватлӑ чӗннине хапӑл тӑвасси ҫеҫ юлчӗ. Смурый ун ҫине чӗнмесӗр астуса пӑхать, повӑрӑн сӑнӗ-пичӗ хӗрарӑм манерлӗ пулса кайнӑ. «Ывӑл… кандидат… Аркаша…» текен шухӑш вӗҫӗмсӗр ҫавӑрӑнать унӑн пуҫӗнче. Ыранах пӗрремӗш бригадӑна вӗҫтер, кӑтарт хӗрарӑмсене граждан вӑрҫи паттӑрӗсем мӗнле ӗҫлеме пултӑрнине! — Эсӗ мӗн, ухмаха ернӗ-и е шӳт тӑватӑн-и? Эпӗ вӑл лайӑх моряк пулнине ӗненетӗп. Анчах вӑл командӑна ытлашши ирӗке ярать. Куҫӗсем Бек-Агамаловӑн ҫамки ҫинех тухса ларнӑ, хӑрушшӑн ялкӑшаҫҫӗ, шатӑр ҫыртнӑ шурӑ шӑлӗсем тискер кайӑкла хаяррӑн ейӗлнӗ. Денни татах Ривэра ҫине йӗрӗнсе пӑхса илнӗ те, ассӑн сывласа янӑ: — Мӗн тӑвас тетӗн, унпах килӗшмелле пулать пулӗ манӑн! — Унта кӑваккисем. Становой, ун умӗнче тӑрса, хӑйӗн мӑйӑхне хускаткаласа, ӑна питӗнчен пӑхрӗ. Ҫав аслӑ шӑтӑкӑн сарлакӑшӗ сакӑр е вунӑ фут пулнӑ. Егор Иванович кухньӑра выртӗ, эпир сирӗнпе кунта… Ҫак ункӑ куҫпа курса юлмалла мар хӑвӑрт ҫаврӑнать, хӑй вӑл — ун варринче пӗр-пӗччен. «Ҫапла, эпӗ француз, ҫурма француз, — хирӗҫ тавӑрчӗ ӑна Шубин, — эсӗ вара, мана пӗр урай ҫӑвакан каланӑ пек, шӳтпе чӑнни хушшинче пул». Вернер ҫав вӑхӑтра вӗсем патӗнче пулнӑ иккен, кайран каласа пачӗ вара, ҫав сценӑн эффекчӗ питӗ драмӑллӑ пулнӑ, тет. Итлӗр, сире ӑна-кӑна та каламастӑп-ха: халӗ ӗнтӗ жидовкӑсем пупсен ризисенчен хӑйсене валли юбкӑсем ҫӗлеҫҫӗ текен сӑмах ҫӳрет. Кустӑрмаран ҫӳлерехре — килте тунӑ телефон. Сӑмси ҫине «тухтӑр» кӗленчесӗр куҫлӑх утлантарса лартнӑ, ку вара ачана чӑннипех те темле, нумай вӗреннӗ ҫын сӑнӗ кӗртет. «Укҫа вӗсен хӑйсем апат паракан улпутсеннинчен те нумайтарах пулмалла», — тесе шухӑшлать Павка. Пирӗн ума ҫитсен, пуҫӗнчи шлепкине пит майӗпен, лӗпӗшсем тултарнӑ курупка хупӑлчине уҫнӑ пек (лӗпӗшсем вӗҫсе тухса каясран хӑрать тейӗн) васкамасӑр кӑшт ҫӗклерӗ те:— Йӑнӑшмастӑп пулсан, Арчивальд Никольс мистерччӗ пулас, — терӗ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк, тарланӑ ҫынсем, ывӑннипе, шав-шавпа тата шӑрӑхпа минтӗренӗскерсем, ҫавӑнтах тата ҫак ҫынсем хӑйсем тунӑ кӗрнекӗпе хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатакан хӑватлӑ машинӑсем, малтанлӑха пӑспа та мар, хӑйсене тӑвакансен ӳт-хал вӑйӗпе, вӗсен юнӗпе ҫӳренӗ машинӑсем курӑнаҫҫӗ, — ҫаксене пӗр-пӗринпе танлаштарнинче хаяр мӑшкӑллӑхӑн пысӑк поэмийӗ курӑнса каять. — Кил, Тетка! — тенӗ вӑл шӑппӑн. Юргин пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса траншея тӑрӑх чупса кайрӗ. — Гранатӑсам хатӗрлӗр! Анчах эпӗ кӗретӗп. Хӗвелӗн урлӑшӗ Ҫӗр урлӑшӗнчен 109 хут пысӑкрах. Сывпуллашнӑ чухне вӑл мана ыталаса илчӗ, ҫакӑ маншӑн ҫав тери кӑмӑллӑ мар пек туйӑнчӗ. Килӗшетӗн-и, эпир паянхи куна киленсе, хамӑршӑн ирттерер, политика ҫинчен те, вӑрҫӑ ҫинчен те — пурин ҫинчен те манар та, хамӑр пӗрле пурӑннине, сывланине, хамӑр ӗмӗрлӗхех пӗрлешнине ҫеҫ пӗлер… Килӗшетӗн-и? Ҫӑмӑл ҫил тапхӑрӑн-тапхӑрӑн пӗрре вӑранса тепре лӑпланать: вӑл сасартӑк питрен пырса вӗрет те, кӗҫ-вӗҫ ҫил-тӑвӑл пуҫланса каяссӑн туйӑнать, — йӗри-таврара хаваслӑн шавлама, хумханма тытӑнать, шуйттан хупаххин авӑнакан тунисем сулланма тытӑнаҫҫӗ, — чуна савӑнтарать… ака, вӑл татах чарӑнчӗ те вара пурте лӑпланчӗ. — Инҫе-и? Шӑнса пӑсӑлатӑн акӑ… Ниме тӑманскер пурте, — шутларӗ те юлашкинчен, вара ҫийӗнчех лӑпланчӗ. Вӗсенчен пӗри, ҫамрӑкраххи, пӗртте лутӑрканман ҫӗнӗ погонсем тӑхӑннӑскер, авиацири старший сержант пулнӑ. — Каҫар, батюшка. Ерипенех вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле саланса пӗтрӗҫ, шухӑша кайрӗҫ, кашниех тӑван хула хӗвел питӗнче тӗлӗрсе ларнӑ еннелле хурлӑхлӑн пӑхрӗ. Куккӑшӗн пичӗ ҫинчи кӑмӑллӑ сӑн пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн таҫта кайса ҫухалчӗ те, вӑл пӗтӗмпех типӗ пит-куҫлӑ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тытӑнчӗ, хырӑннӑ ырханкка этеме, уйрӑмах вӑл куҫлӑх тӑхӑннӑ пулсан тата унӑн сӑмсипе хӑлхи таврашне тусан витме ӗлкӗрнӗ пулсан, ҫавнашкал типӗлӗх яланах инквизиторла шелсӗр ҫын евӗр кӑтартать. Ыттисем те ҫавах, пурте Макарӑн ыйтуллӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пуласран пӑрӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, Ун пирки тӑракан ыйтӑва вӗсем хӑйсем хушшинче малтанах татса хунӑ пулмалла; пӗртен-пӗр милици начальникӗ Балабин кӑна унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, ӑна ӑнланнӑ пек пулчӗ: — Ан хӑра, Нагульнов! Кун пек чух яланах ҫапла-ҫке: айӑплӑ-и, айӑплӑ мар-и — пурпӗр совеҫу канӑҫ памасть сана. Хаклӑ Тетушка! — Так-штӑ — эсир ан кӑшкӑрӑр! Пурне те чипер шутласа пӑх. Вӑт Мирошин хваттерне йышӑнтӑр та. Кунхинче мана никам та вӑрӑ вырӑнне хумарӗ. Валахина упӑшкасӑр тӑрса юлни ҫинчен каланӑ чухне эпӗ хам юратса пӑрахнине каллех аса илтӗм тата амӑшӗ те ҫакна тавҫӑрса илчӗ пулӗ ӗнтӗ, тесе шухӑшларӑм, вара каллех ҫав тери хытӑ именме пуҫларӑм, именнипе хамӑн ӳт-пӗвӗн пӗр пайне те йӗркеллӗн хускатма пултарас ҫуккине туйсах лартӑм. — Мӗн хытса кайрӑн, шуйттан! — кӑшкӑрчӗ сасартӑк хӗр. Хорта тенорпа е баспа юрлакан ҫынсем, уйрӑмах ӗмӗрӗнче хуть пӗрре те пулин дирижер пулса курнисем, ачасем ҫине чӗмсӗррӗн те сиввӗн пӑхма хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ. Тӑна кӗрсен, сулахай ура пӳрнисене сиктеркелесе, Ҫӑрттан мучи мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑр, шухӑшлама пуҫларӗ: «Сӑхнинчен пуҫланчӗ те, халӗ малалла пырать… — Сывӑ пул, тӑванӑм, кай! Ӗҫлеме пӑрахман пулсан, ҫав айван хӑмӑтпах ҫӳренӗ пулсан, эпӗ те халь генерал-адъютант пулнӑ пулӑттӑм. Ҫак вырӑнсенче пур ҫӗрте те пулса, манӑн: «Хӗҫпӑшал тытӑр! Мелке хӳме тӑрӑх ҫӳлелле те аялалла ҫӳрерӗ. — Юрать, юлташсем, — терӗм эпӗ. Хура Йытӑ вӗсен шайкинче тӑрать. Револьвера пар… — Э, — терӗ пичче, — ку хӗҫпӑшала эсӗ хӑвпа пӗрле илсе тухнӑ пулмалла? Мӗнле аван вӗт йӗри-тавралӑх! Вӑл мана каллех нимӗҫ патне илсе кайрӗ, хӑй ҫул тӑршшӗпех йӗрсе пычӗ. — Пӗлместӗп; ҫавӑнта, сӑрт ҫинче, хыр айӗнче ларатчӗ. — Чӗнсе кил. Вара вӑл аллисемпе хӑлаҫланса фургонтан чупса тухрӗ. Хӑй патне лаша мӗнле лекни ҫинчен вӑл никама та каласа памарӗ. Юлашкинчен Артура малтанхи камерӑна илсе кайрӗҫ, вӑл унта койка ҫине йӑванса кайрӗ те тепӗр ирччен ҫывӑрчӗ. Эпӗ халӗ ҫав тери аслӑ, ырӑ кӑмӑллӑ патша майри хӳттинче — ҫутҫанталӑкӑн илемӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхӗн юратӑвӗ, хӑйӗн ҫыннисене ырӑ кӑтартса савӑнтараканӗ, тӗнче пултарӑвӗн фениксӗ аллинче пурӑннӑ чух хама усал тӑвассинчен нимӗн те хӑрамалли ҫук. Каҫ пулчӗ. — Вӑт наян хӗрарӑм, — терӗ вӑл, Иленькӑна урипе хуллен тӗксе, — унпа шӳтлеме те юрамасть… Эленпа Мэри Грант пӑлханмасӑр тӑма пултараймарӗҫ. Тепӗр ирхине Назарка сотньӑна таврӑнчӗ те хӑй епле ҫӑмӑллӑнах вунӑ монета тупни ҫинчен мухтанса юлташӗсене каласа кӑтартрӗ. Халӑх мӗне лайӑх тет, пирӗн атте те пӗр ҫавна килӗштеретчӗ. Епле савӑнаҫлӑ пулнӑ вӗсем! Хамӑр ӗҫсемпе Петербурга кайса килмелле, тесе ҫыратӑн эсӗ. Офицерсем те ним тума пултараймарӗҫ. Ҫавӑнтах губернатор Хусантан Петербурга, патша патне, пур тутарсене те Хусантан Кавказа тата Туркестана куҫарма ыйтма кайни ҫинчен каласа пачӗ. Бокса вӑл чӗререн курайман. Унтан ҫиппине шлем ҫине тирнӗ йӗп тавра чӗркесе: — Юрату ҫинчен ҫырни пулсан, пит те кӑмӑла каять вара, — тесе хучӗ. — Мӗнле пурӑнать сирӗн йӑмӑкӑр? — тесе ыйтрӗ вӑл манран сасартӑк. «Ну, ӗнтӗ ун пекех ӳпкелешме юрамасть». «Юрать ҫав. Вӗсем ларакан пӳлӗм пӗчӗкҫеҫ те илемлӗ стенисене кӑвак хут ҫыпӑҫтарса тухнӑ, диван, кровать, сӗтел пур, сӗтелӗ ҫинче хутсем выртаҫҫӗ, стена ҫумӗнче сехет тата икона ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, икони умӗнче лампадка ҫунать, мачча вырӑнне пӗрер аршӑнлӑ хулӑн каштасем хурса янӑ. Пурне те каланӑ — ав унта! — Сылтӑммине е сулахаййине? Шанчӑклӑ, ҫирӗп, анчах ним чӗнмесӗр тытса тӑрать. Павел ӑна илтмерӗ пулмалла. Вилӗсене станичнӑй правленийӗ патне сӗтӗрсе пырса пӑрахрӗҫ. Хӗрачана чейшӗн тӳлесен, амӑшӗ ӑна тата виҫӗ пус парса ҫав тери савӑнтарса ячӗ. Эпӗ ҫывӑрса тӑнӑ ҫӗре тул ҫутӑлнӑ, пӗр тирне сирсе пӑрахнӑ, таҫта куҫа йӑмӑхтаракан виҫкӗтеслӗхре тухтӑр тӑрать, ненецсем ун йӗри-тавра чӗркуҫленсе ларнӑ. Юлташӗсем ӑна ҫулпуҫӗ вырӑнне хурса хисеплеҫҫӗ. Ыттисенчен аслӑ пирки мар ӗмӗр тӑршшӗпе ӗҫре пухнӑ ӑсӗпе вӑйӗшӗн. Вилме суд тунӑ ҫынсем кӑна ҫавӑн пек тарӑн ыйхӑпа ҫывӑрма пултараҫҫӗ теҫҫӗ. Усал ача! Упи пичкене шӑршласа пӑхнӑ, ерипен малти урипе тӗккелесе илнӗ, — урине пӑта тӑрӑннӑ, тарӑхнипе упа пичкене хытӑрах тӗртнӗ, урине тата хытӑрах ыраттарнӑ. Серьга вылякаласа ҫеҫ шут шӑрҫисене шаклаттаркаласа тӑратчӗ, укҫине илетчӗ тата пуринчен ытла хӗрсемпе шӳт тукалатчӗ, Яша ҫав вӑхӑтра савӑтсене краҫҫын тултарса паратчӗ, тӑварне хырса, хурса паратчӗ. Анчах тӗттӗмленнӗ тӗле Кондрат Майданников та вӑкӑрӗсене стан патне хӑваласа пырса тӑратрӗ. Юманлӑх сӑмсахӗнче вӑл ултӑ-ҫичӗ юмана касса паллӑ турӗ, тепӗр юман патне пырса тӑчӗ. Таможньӑран ыйхӑланӑ чиновник аллине хунар тытса тухрӗ те ҫӑварне каркаласа, шыв патнелле пӗшкӗнчӗ. — Иван Павлыч, эпӗ сире ҫыру ҫырса ярасшӑнччӗ, — терӗм эпӗ хӗрсе, — мӗн тесен те сӑмах шкул театре ҫинчен пырать. — Кӑмӑллӑн тӗл пуличчен, милостивый государь, — терӗ Базаров хӑнана ӑсатса. — Тытса хупнисене кайса пӑхас, — терӗ эсаул. Художник хӑй тунӑ тӗсе кӑмӑлсӑррӑн тӳрлетме пуҫларӗ. — Ну, мӗнле вӗсем унта? Эпӗ юр ҫинче куҫа хупса выртатӑп. — Ҫук, тархасшӑн ан кала… Пирӗн каторкӑри пек ӗҫ пире антра вӑкӑрлӑх минтретнӗ пулин те, эпир ҫапах ҫын пулма пӑрахайман пуль; ытти ҫынсем пекех — мӗне те пулсан пуҫҫапмасӑр пурӑнма пултарайман пуль. — Мӗнле халӑх! Эспадронсенче фехтовани тӗлӗшпе вӑл училищӗре те пултарсах кайманччӗ, ҫулталӑк ҫурӑ службӑра тӑрса вара ку искусствӑна пачах та маннӑ. Макарӑн хӑюллӑ сассинче тем тери хилмӗрни палӑрнипе Майданникова вӑрт ҫаврӑнса: «Ну, сывӑ пул!», — терӗ те тухрӗ. Мӗн-ха… пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ… Операци вӑхӑтӗнче вӑл йынӑшмарӗ те, кӑшкӑрмарӗ те. Ромадӑри утӑ ҫӗклемӗсем вӗсене валли апат вырӑнне те, ҫав вӑхӑтрах тата айӗсене сармалли те пулса тӑчӗҫ. Командӑри вунвиҫӗ ҫын, хӑйсем кӑмӑл тунипе, сирӗнпе пӗрле пыраҫҫӗ. — Ҫав тери хавас, ҫав тери хавас, — Ромашова хирӗҫ утнӑ май, калаҫрӗ Николаев, — пушшех те лайӑх. Нагульнов хӑй пулсан ӗнтӗ, ҫапла шӳтлесе саламланине хирӗҫ саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе хунӑ пулӗччӗ те, хӑтарса тӑкма хатӗр сассине хытарса: «Шӳтлесе тӑма вӑхӑт ҫук кунта пирӗн. Лайӑх тутӑ кӗртекен япаласене карап ҫине 26 тонна тиенӗ пулнӑ. Ку ӗнтӗ вӑл вӑхӑтра калама ҫук хаклӑ тӑнӑ. Маларах ним те тумасан, пӗр-пӗр путсӗр этем пире виҫӗ кунра пӗтерме пултарать… Пурин ҫинчен те лайӑх шухӑшласа пӑхас пулать манӑн, куҫа хупса, кам ҫине чӑнласа таянма, кама чӑнласа шанма юранине пӗлмесӗр ӗҫлени урӑх ан пултӑр. Кама та пулин хамран ытларах килӗштернине асӑрхам ҫеҫ, вӗрентӗп эп ӑна…» Морис Джеральд ӑна юратать тесе пӗр минута та иккӗленни ҫук манӑн. — Хӑнӑхнӑ йӑлапа Давыдов аллине чӗррӗн сӑтӑркаласа ыйтрӗ: — Пӗлетӗн-и, Варюха, пирӗн пата, хутора, комсомол организацийӗн секретарӗ пулма кама яраҫҫӗ? — Эсӗ ҫывӑрса тӑранаймастӑн та, ӑна ӑҫтан вара! — терӗ ҫурма сасӑпа Назарка. — Пурлӑх пӗттӗр пулать апла, тӑхлачӑ? Секретарь килӗшрӗ. Эпӗ выртакан кровать урайӗнчен сакӑр ярд ҫӳлӗрех. Тӗрме ҫынни пуласси пит йывӑр иккен тет, хальччен туса пурӑннӑ мӗнпур ӗҫрен йывӑртарах, ҫитменнине тата, темшӗн те ответ тытмалла тет. Е кӑна ху та кӗтменччӗ-и, тен? Ӑҫтан вут тӗртмеллине, вӑл ҫывӑракан пӳлӗме ӑҫтан кӗмеллине, тарса хӑтӑласран епле унӑн мӗнпур ҫулӗсене картламаллисене те шутласа хурса, эпӗ унӑн ҫурчӗ тавра ҫавӑрӑнаттӑм. Пӗлетӗр-и, — манӑн пӗр йӑнӑш та пулман чухне, эпӗ хамӑн чысӑма хамах вараланӑ пек туятӑп. — Власов. — Кӑшт тӑрсан, хушса хучӗ: — Турӑ пулӑшнипе. Эпӗ Калинычпа пӗрле урапа ҫине хӑпарса лартӑм. Ҫак пӗчӗк ҫын унӑн чунӗнче мӗн тери пысӑк вырӑн йышӑннине туйма питӗ йывӑр пулчӗ. Эпӗ пӗр вырӑнта пурӑнмастӑп, пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме тытӑнатӑп — ытларах ҫӗрле ҫӳретӗп: сунара е пулла ҫӳресе апат-ҫимӗҫ тупатӑп; каясса ҫав тери аякка каятӑп — старик те, тӑлӑх арӑм та мана нихҫан та тупаймӗҫ. — Кам сӗтӗрӗнсе ҫӳрет? Вӑл ҫавӑнтах кӗтессе кӗрсе ларчӗ те питне стена еннелле туса кӑшкӑрса макӑрнӑ пекех куҫҫуль юхтарма пуҫларӗ, упӑшкин е ывӑлӗн тупӑкӗ ҫинче йӗрекен вырӑс хресчен хӗрарӑмӗ пекех ӗнтӗ, каснӑ-лартнӑ ҫавах. Тути хӗррисене майӗпен хускаткаласа, тар юхтарса, тимлӗн вуланине пула саркаланчӑк куҫхаршисене пӗрӗнтерсе, вӑл ҫурҫӗр иртсе икӗ сехет ҫурӑ ҫитичченех ларчӗ. Вӗсем пирӗнпе пӗр пек пӳллӗ пирки анчах пире ҫавӑн пек илемлӗн туйӑнаҫҫӗ; эпир вӗсен пичӗ ҫинчи вӗтӗ кӑлтӑксене асӑрхаймастпӑр. — Ҫапла, анчах кусем жирафсем пулчӗҫ вӗт! — кӑшкӑрсах ячӗ Дик Сэнд, американец асӑрхаттарнине хӑлхана чикмесӗр. Иха урайне чӑптапа витрӗ, Аэлита валли вырӑн сарчӗ, мачча айӗн ҫакӑнса тӑракан ҫуткӑҫа ҫу ячӗ те чӗртрӗ. Акӑ халӗ те вӑл хӑйӗн тӳрккесрех тухакан тенорла сассипе кӑштах селӗппӗнтереххӗн, кӑшкӑрсарах та хӗрӳллӗн калаҫма тытӑнчӗ: — Вӗсене манӑн хамӑн мӑйран ҫакса ямаллаччӗ-им-ха? Дантон — хӑрушӑ, Робеспьер ҫирӗп, Марат тӳрӗ кӑмӑллӑ… Ирхи апат хыҫҫӑн король сулӑ хӗррине пырса ларчӗ те, шӑлавар пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран тавӑрса, урисене уҫӑлтарма шыва чикрӗ, унтан чӗлӗм чӗртсе, «Ромеопа Джульеттӑна» пӑхмасӑр калама вӗренме тытӑнчӗ. — А! ыратать-и! ман ыратмасть-им? Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:— Пӑх-ха, Гек, чул сӑртӑн пӗр енче ура йӗррисем курӑнаҫҫӗ, тата ҫурта ҫӑвӗ тумласа ларнӑ, тепӗр енче нимӗн те ҫук. Сывлӑша лаврсемпе мятсен аромачӗ тулнӑ. Вӗҫен кайӑк юрласа савӑнать; тӑп-тӑрӑ ҫӑл куҫӗ ачашшӑн та илемлӗн шӑнкӑртатать; ту енчен ирхи уҫӑ ҫил вӑшӑрхаса вӗрет, чипер кипариссемпе тирексен ҫулҫи шӑппӑн шӑпӑлтатать. Вӗсене алӑпа тӗрте-тӗрте куҫарасси луччӑ ҫӑмӑлрах пулӗ», — тенӗ. Пичче ҫывӑрать. Ман пӗтӗм пурнӑҫ упӑшкана юратни ҫинче тытӑнса тӑрать, тенипе вӑл пачах суймасан та, ҫакна вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗнентерӳллӗн ҫирӗплетсе парсан та, юрату ҫинчен пӗр именӳсӗр, вӗҫӗмсӗр калаҫни, пирӗн ӑнлану тӑрӑх, йӗрӗнтерӳллӗ, ют ҫынсем умӗнче вӑл юрату ҫинчен калаҫма пуҫласан, эпир уншӑн вӑл французла калаҫнӑ вӑхӑтра йӑнӑш тунӑ чухнехинчен те вӑйлӑрах вӑтанатпӑр. Апрелӗн ҫирӗммӗшӗнче Мечкӑ ялӗ таврашӗнче пулса иртнӗ аслӑ пухӑва пынӑ ҫын Копривштицӑран килне вӗҫтерсе ҫитрӗ те ҫывӑх тӑванӗсене ыталаса: Копривштицӑра пӑлхав хускалчӗ, пирӗн те Клисурӑра хускалма вӑхӑт ҫитрӗ, тесе пӗлтерчӗ… Кунти шӑтӑкра мӗн-мӗн кӑна тупнине пурне те каласа тухмашкӑн та кансӗр. Унтан вӗсем иккӗшӗ те, хӑйсен ҫуртисене ҫӳлелле ҫӗклесе, кукӑр-макӑр кукӑрӑлса каякан галерея тӑрӑх утнӑ, вӗсем чул стенасем ҫинче эрешмен карти пекех тӗрленсе тӑракан ятсемпе числосене тата ӑслӑ халапсене вуланӑ (вӗсене ҫурта хӑрӑмӗпе ҫырнӑ пулнӑ). Эсир ӑна лейтенант Генкок ҫумне е Кроссман ҫумне хушса кӗвӗҫнӗ пулсан, эпӗ ӑна ӑнланма пултарӑттӑм, анчах ахаль мустангер ҫумне… Дик тинкерсе пӑхрӗ, анчах ним те курмарӗ. Мӑнукӑмсем пулнӑ пулӗччӗҫ… Ма тӗл пулнӑ вӗсем… Ӑнланмастӑп пулать-и ара эпӗ? — Уншӑн вара эп айӑплӑ-и? — ыйтнӑ Фома. Вӑл ҫеҫенхир ҫине пӑха-пӑха илчӗ те — курӑр, эпӗ хатӗр терӗ-ши? — тӗксӗмленме тытӑнчӗ. Нихҫанхинчен пысӑкрах ӑсталӑхпа тӑвӑннӑ-мӗн те ҫакӑ пӗтӗмпех, ун пирки малтан пӗлтерсе хуман ҫын, кӗленчене ниепле асӑрхаймасӑр, хӑй умӗнче, тем тесен те, тӑп-тӑрӑ шыв янӑ бассейн тесе, пикенсех тупа тума пуҫланӑ пулӗччӗ. «Пӗтрӗмех-ши ӗнтӗ?» — теейрӗ те питне аллисемпе хупларӗ. Шӳреке пуҫӗ сӗтел ҫинелле усӑннӑҫемӗн усӑнса пынӑ, калӑн — вӑл хӑйӗн ырхан пӳрни поднос ҫине мӗскер ҫырнине питӗ те пӗлесшӗн пулнӑ, анчах, темӗн чухлӗ пӑхсан та, ӑнланса илеймен, тейӗн. — Ку темех мар. «Mais laissez donc, monsieur; mais êtes-vous fou?» — тенӗ вӑл унран пӑрӑнса. Вӑл вара куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхса илчӗ: турӑҫӑм! пурте палламан ҫынсем, йӗри-таврах ют ҫын пит-куҫӗсем. Вӗсен пӗтӗм кил-йышӗ ҫарана тухрӗ, унта Юрдан хуҫан лайӑх та ӑратлӑ икӗ буйволӗ ирӗкре ҫӳрет. Ку вара пушшех те начар япала. — Кун пек ӑна Тихон калаҫать, — хушса хучӗ ашшӗ тӑрӑхларах кулса илсе. Турӑҫӑм, хӑтар ӑна арӑслансемпе гиенӑсен ҫӑварӗнчен! Унта: «Кам пӑлхавҫӑсен пуҫлӑхне ирӗке ярать е тыткӑнтан тарма пулӑшать, ӑна вӗлермелле», тенӗ. Унӑн обществӑна хӑтаракан Комитет панӑ пысӑк полномочи тата ӑна пурин те пӑхӑнмалла текен приказ пур, ҫав приказа Робеспьер, Дантон тата Марат алӑ пуснӑ. Атьӑр-ха шухӑшласа пӑхар, ҫак тупикрен тухма сире миҫе плуг ярса памалла-ши, шутлар та атьӑр, пӗтӗмпех ҫырса хурар, утӑ ҫулнӑ чух вара ку йӑнӑшсене асра тытар, вӑйсене урӑхла лартса тухар. Тин ҫеҫ, салтаксем хыҫҫӑн хӑвӑрт утнӑ хушӑра, Озеров малалла пӑхрӗ. Вара чикан кулса ярать, хӑйӗн пурӑ пек шурӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, Щукарь хыҫҫӑн ҫапла кӑшкӑрса юлать: — Эй, мучи! — Священник, — терӗ хресченсенчен пӗри. Паллах ӗнтӗ, ку ыйтӑва хӑех татса пама пултарӗччӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫак самантра та ҫак сӗтел хушшинче манпа юнашар ларать. Тӗрӗс! Зубов ҫумне Резников пырса тӑнӑ. Тарсан усси ҫук. 1807 ҫулта Англи хӑйӗн колонийӗсенче чура суту-илӗвне чарнӑ. 1814 ҫулта Франци те унран тӗслӗх илнӗ. Илья куҫхаршисене ҫӗклерӗ, анчах ашшӗ ҫине пӑхмарӗ. Анчах стариксем пирӗнтен ӑслӑрах пулнӑ, стариксем: «Ывӑлсенчен — хурлӑх, хӗрсенчен — икӗ хут ытларах», тенӗ, — ӑнланатӑн-и? Мӑнастир патӗнчи уҫланка тухсан, Марийка чарӑнса тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, енчен енне сыхланса пӑхкаларӗ, хӑйне никам та асӑрхаса тӑманнине сиссен каллех хӑй ҫулӗпе чупрӗ. Залри ҫынсем ӑна, кӑмӑлсӑр кӗрлесе, кӗскен кулса йышӑнчӗҫ. Туфта президиум енне ҫавӑрӑнчӗ, ҫакӑн пек йышӑнса илнӗшӗн протест парасшӑн пулчӗ, анчах залра ку вӑхӑтра шӑпах пулчӗ. Пирӗн чӳречерен тулӑ ани курӑнать. Нумайччен калаҫма та кирлӗ мар унта. Акӑ Стефчов пӗшкӗннӗ ҫӗртен тӳрех тӑчӗ те хула еннелле хӑвӑрт уттарчӗ. Пӗтрӗ ӗнтӗ, — терӗҫ вӗсем. Андрей наҫилкка ҫинелле пӗшкӗнчӗ. — Ну, вӑрҫах эппин, — курнӑҫрӗ Женя. Ытла час ӳссе кайрӑн, — шӑршлӑ кӑмпа пек, кӑшт ҫеҫ ҫӗр ҫинчен ҫӗкленнӗ, шӑршӑ сарма пуҫлатӑн та ӗнтӗ… Пӗри те — кӑмӑл ыйтнӑ пек мар, нихӑш те — мӗнле кирлӗ апла мар. Эпир пӗлетпӗр, виҫӗ мачтӑллӑ «Британи» ятлӑ караппа 1862-мӗш ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче крушени пулнӑ, капитанӗпе икӗ матросӗ ҫак документсене 37°11 широта ҫинче пӗр-пӗр тинӗсе пӑрахнӑ; юлашкинчен, тата вӗсем пулӑшу ыйтни те паллӑ. Прометея мар пулсан вара — нумайӑшсене-нумайӑшсене ҫеҫ… Астраханте утти калмӑк таврашӗ нумай, а эпӗ ҫавна юратмастӑп. — Мӗн шыратӑр вара? — Эсир пыратӑр-и, майор? — ыйтрӗ Элен. — Мӗнле те пулсан ҫӗвӗҫ-хӗрарӑма шырама кайрӗ. Хӗрсем, пирӗн чарӑнса тӑнӑ колоннӑн шоферӗсем килӗштерсе пӑхса тӑнӑ май вальс ташлаҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ. Эпӗ ун патне никама яма та пултараймастӑп. Тата, эпир хамӑр мӑнаҫланатпӑр пулсан, вӗсен мӗншӗн мӑнаҫланмалла мар-ха? Тӑри чӗпписене вара курас килетчӗ! Вӑл манӑн айӑп мар! Географӑн Патагонипе Австрали ҫинчен каласа паракан лекцийӗсене вӗсем ӗлӗк хавхаланса итлетчӗҫ пулсан, халь Европа ҫулӗ ҫине ӑнсӑртран ҫакланнӑ этап ҫинчен, Ҫӗнӗ Зеланди ҫинчен каланисене вӗсем итлеменпе пӗрех пыраҫҫӗ. Анчах кая юлнӑ мӗн. Вӑхӑтра килеймен эс… — Ҫав самантра эпӗ кӗтӗм. Мӗнле ухмах пулӑп эпӗ, ешӗл думӑри хуҫа — эпӗ, суту-илӳри хуҫа — эпӗ, тата ҫав театр тени те манӑн пулсассӑн… — Атте, — пуҫларӗ Базаров хӑйӑлтатакан вӑрах сасӑпа. — Ӗҫ япӑх манӑн. Юлашки ҫӗрсене Кондрат ҫывӑрмасӑрах ирттерчӗ тесен те юрать. Эпӗ ӑнтан кайнипе нумайччен пӗр сӑмах та чӗнеймерӗм. — Аҫу ячӗпе мӗнле? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Марийка, ҫак ҫырӑва эс Соколов тухтӑра кайса пар, ӑна курмасан, нимӗҫе парӑн. Пурӑнӑҫа ансатрах, ҫӑмӑлрах тӑвас пулать, вара вӑл та ҫынсене ытларах хӗрхенекен пулать… Вӑйлӑ туртӑмсем, батенька, вӑйлӑ туртӑмсем ертсе пыраҫҫӗ ҫынсене, да-с! Тата кунсӑр пуҫне, э-э… миравай сутье пур пирӗн…» Вӑл старикрен пытанать, анчах унпа коридорта тӗл пулассинчен пӑрӑнаймасть — вара ун умне ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайнӑ ҫиллес пит-куҫ тухса тӑрать; ватӑ куҫсем кӑвар пек ҫунаҫҫӗ, хаяррӑн кӑшкӑрашнисемпе ылханнисем илтӗнеҫҫӗ: Маledizione! хӑрушшӑн: Соdardo! Infame traditore! тени янраса каять! Чӑнах та, вӑл харсӑр шӑллӗ хӑй ҫине яланах ӗҫӗн чи ҫӑмӑл пайне илнине курчӗ: Алексей Чулхула ярмаркине ҫӳрет, ҫулталӑкра пӗр-икӗ хут Мускава кайса килет, унтан таврӑнсан столицӑри промышленниксем мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен шавлӑн каласа кӑтартать. Стефчов ҫамрӑк хӗре куҫ хӗссе илме те ӗлкӗрчӗ, хӗрӗн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ. Бекки тимлесе итлесе пӑхрӗ, анчах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Вӑл вӗт пире, ватӑ шахматистсене, пурне те лартса пӗтерчӗ, анчах хӑй те старик ҫине такӑнса ӳкрӗ. — Мӗн пурӗ те виҫӗ кун каялла ҫеҫ-и? Шкулта, пыл хурчӗсем сӗрленӗ евӗр, уҫҫӑнах янӑраман Шӑв-шав сӗрлесе тӑрать. Ирхине, сакӑр сехет ҫитерехпе, ҫил тата вӑй илчӗ. Ҫав хушӑрах «Пилигрим», ӑна тӗрӗс масштабпа ӳкерес пулсан, ҫак хут ҫине чи пӗчӗк инфузорирен те пӗчӗкрех ӳкерӗнӗччӗ. — Шыв капланать! — тесе кӑшкӑрчӗ Паганель хӑйӗн юлташӗсене. Сана улпут килӗнче ӗҫлесе пурӑнакан хӗрсем ҫеҫ кирлӗ. Пӑртак канашланӑ хыҫҫӑн, вӗсем кӑшт кӑна каялла чакрӗҫ те унтан, сылтӑмалла пӑрӑнса, бук вӑрманӗ урлӑ каҫасшӑн пулчӗҫ, унтан ту хӗрринчи уҫланка мӗнле те пулин тухма пулать, кайран тепӗр енчен йӑлӑма анмашкӑн та май пур. Акӑ — ылтӑн ӗмӗр. Паттӑр пулнине халӑх темле ырӑ тунинчен те хисеплерех парать. Вӗсем пурте кулса тахӑшне алӑ ҫупаҫҫӗ, анчах кама алӑ ҫупнине Джемма малтан пӗлеймерӗ. «Тӑхта-ха» терӗҫ пулас унӑн телейлӗ куҫӗсем. Кӑвакрах куҫ шурри ҫинче, вӑл нумайранпа ҫывӑрман пек, ҫинҫе кӑна хӗрлӗ йӗрсем палӑрса тухрӗҫ, сӑмси шӑнӑрлӑрах пулса темле хаяррӑн кукӑрӑлчӗ. «Хӑй айӑплине туймасть», — тӗлӗнсе шухӑшларӗ те Яков, ку уншӑн кӑмӑллӑ пулчӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ васкасах хӳшше кӗрсе кайрӗҫ. Вӗсене Тург хулине ӑсатӑр. Ну, мӗн калаҫмалли пур ун ҫинчен. — Тӗрмере ларать! — терӗ амӑшӗ. — Эс ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе сӗтӗрӗнсе ҫӳрени йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ мана, — терӗ Георгий. — Ман упӑшка Ҫӗнӗ Зеландие ҫеҫ, ҫӳрет, эпӗ вара унта ҫеҫ кайса курнӑ, пирӗнтен нихӑшӗ те Боливин ку пайне халиччен килсе курма… Патошкин строительсем пӗр шарламасӑр тӑрмашнине сӑнаса пырать. Анчах вӑл сасартӑк яла таврӑннӑ, — ҫӗтӗк пиншакпа, салхускер, сӗтӗрӗнсе ҫӳренипе ватӑлсах кайнӑ-мӗн; ҫынсем ӑна кӗрнеклӗ сарӑ сухалӗнчен ҫеҫ палласа илнӗ. Рада сана чӑннипе юратнӑ, халь те юратать, анчах вӑл ытла телейсӗр. Ӑна элеке хывнӑ, пӗрремӗш элеклекенӗ — эсӗ! — тарӑхса каласа хучӗ тухтӑр. Унтан та ытларах манӑн Катьӑна хам юратнине, ӑна ӗмӗрне те юратма чарӑнас ҫуккине кӑтартас килет. — Манӑн ҫавӑн пек пултарулӑх ҫук пулсан, тата ӑна хӑнӑхаймастӑп та пулсан, уншӑн «айӑпли»… пӗр хӗрарӑм. — Уншӑн Англине кайма кирлӗ-и? Анчах эпӗ хама сӑмах парсаттӑм ӗнтӗ, выртнӑ чух та, одеял айӗнче те хам сӑмаха тытмаллах тесе шухӑшлаттӑм. — Эй тата, мӗн калаҫмалли пур санпа! Шӑппӑн лар, унсӑрӑн сана эп, пӗлетӗн-и… Вутта ҫурт патнех тиесе килме пулать»). Ҫурт юлашкийӗсене лайӑхрах пӑхас тесе, Воропаев чул ҫинче тепӗр енне ҫаврӑнчӗ. Шлепкесем ҫинчен шыв юхмалли трупаран аннӑ пек шыв юхать; пончон арки — «рекадо» — ҫинҫе шыв яраписенчен тӑнӑ евӗрлех туйӑнать Лаша чӗрнисен айӗнчен фонтан пек сирпӗнекен пылчӑкпа вараланнӑ ҫулҫӳревҫӗсем икӗ ҫумӑр айӗнчен уттарса пыраҫҫӗ — пӗрре ҫӳлтен ҫӑвать, тепре ҫӗр ҫинчен сирпӗнет. Половцев ҫаплах Яков Лукич патӗнче, ӗлӗк Островнов карчӑкки пурӑннӑ пӗчӗк пӳлӗмре, пурӑнать-ха. Карапа мӗнле тытса пыни хӑйне интереслентернине малалла палӑртас мар терӗ Джон Мангльс, анчах экипажӑн лӳпперлӗхӗ пассажирсене хӑрушлӑхсем патне илсе пырать пулсан, капитан килӗшет-и унта, е килӗшмест, — пурпӗрех айӑккинчен пӑхса тӑраканни пулмасть вӑл. Акӑ вӑл Катя умне пычӗ, Николай Антонычпа сӑмахларӗ, ӗнтӗ кашни унӑн хусканӑвӗ, кашни сӑмахӗ маншӑн тупмалли юмах пулчӗ те, тупсӑмне вара ҫийӗнчех тупса пытӑм эпӗ, каллех ун ҫине тинкерсе, ун ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм. Эсӗ мана каларӑн ӗнтӗ… — Мӗн? Мӗн кирлӗ? — калаҫма пуҫларӗ вӑл. Ӗнерхи кунтан вара мӗн чухлӗ улшӑну пулчӗ! Прузси маршӗсене вальзсем ҫине куҫарса пачӗ. Аннӗрпе калаҫни мана ирӗксӗрех сирӗнпе нимӗн пытармасӑр та кӑнттаммӑн калаҫма сӗнет; вӑл тӗрӗс мар ӑнланать-ха, тетӗп эпӗ. Король патне кӗмешкӗн ирӗк илнӗ ҫыннӑн король ҫуртӗнче вӑйлӑ тӑшмансем пулсан, хӑшпӗр чухне урайне юриех тусан сапса тултараҫҫӗ. Ыттисене те, пурте аван тесе пӗлтер, ан хуйхӑрччӗр. Лев савӑнӑҫлӑн Павела наушниксем пачӗ. Жидсем вӗҫӗмсӗр урамӑн пӗр еннелле пӑхаҫҫӗ. Унтан, урам вӗҫӗнчи начар кӑна ҫуртран, урине жидсен пушмакне тӑхӑннӑ ҫын утса тухни тата ун кӗске сӑхманӗн арки сирӗлкелесе пыни курӑнса кайрӗ. Ҫапах та хӑйӗн шуранка питҫӑмартисем кӑшт хӗреличченех кӑмӑлне ҫӗклетнӗ пек пулчӗ вӑл. Эпӗ те хамӑн татӑк алла шеллемерӗм, анчах вӑй улӑма хуҫать, теҫҫӗ-ҫке. Вӑл икӗ йӗрке вулать те ҫавна пурте пӗр харӑс юрласа яраҫҫӗ, пит хӑватлӑн, янравлӑн илтӗнет — халӑхӗ нумай, пурте чунтан хавхаланса юрлаҫҫӗ, унтан проповедник тата тепӗр икӗ йӗрке вулать, хор каллех юрласа ярать, малалла та ҫаплах. — Кам ку? Анчах та ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӑл кулленех Маякинсем патӗнче пула пуҫланӑ, пӗррехинче ӑна Люба:— Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, пӗлетӗн-и мӗскер? Пӗрре те эс купец тӗслӗ мар… — тенӗ. Шӑлӗсене усаллӑн шатӑртаттарни тата темле шӑмӑсемпе шикленсе шакӑртаттарни илтӗнчӗ. Виҫӗ уйӑх бивакра пурӑннӑ хыҫҫӑн, халӗ Оленина калама ҫук лайӑх. Тухтӑр нуша чӑтса ирттернӗшӗн савӑнса мӑшкӑллакан ҫынсем ӑна пӗтӗмпех тарӑхтарса ячӗҫ, вӗсем ҫинчен асне илсенех ӑна тата йывӑртарах пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ сывлӑшсӑр уҫлӑхра вӗҫме ултӑ-ҫичӗ сехет ҫеҫ кӑларса хуратӑп. Унӑн икӗ тетрадь тата ҫырусем юлчӗҫ, ҫырӑвӗсем нумайччӗ пулас, ман шутпа, пӗр ҫирӗм те пурччӗ пулӗ. «Хамӑн мӗн тумаллине эпӗ халӗ пӗлетӗп! — тенӗччӗ ҫырура. Анчах та Катя буфетчицӑна «нянечка» тесе йӑпӑлтатрӗ те, лешӗ вара кӑмӑлне ҫемҫетрӗ, пире пӗрер булка, тепрер стакан сивӗ чей пачӗ. Халӗ ашшӗ сӑмахӗсене итлесе, вӑл Смолин мӗнле пулма пултарнине хӑй ӑсӗнче тӗсмӗртсе ларнӑ. Унпа пӗрле Нечо Пиронков та тата виҫ-тӑватӑ ҫын тухса кайрӗ. — Нимех те мар! Ольховка ҫыннисем, нимӗҫсем йышӑннӑ пӳртсем ҫинелле пӑха-пӑха, ятлаҫкаласа илеҫҫӗ: — У-у, чӗлхесӗр шуйттансем! Вӑл мӗн пурри те пропагандист кӑна пулни ӑна, Воропаев законӗсем тӑрӑх, вӑл ӗҫ ӑнманнине тата ҫынсем хушшинче мӗнле те пулин тавлашусем тухнине хӑй куҫӗпе курчӗ пулсан, ҫавӑн пек ӗҫсемшӗн ответлӑ пулассинчен хӑтармасть. Алексей ним хускалмасӑр, вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн куҫне уҫрӗ те — хӑй умӗнче нимӗҫ вырӑнне темӗнле хӑмӑр ҫӑмлӑ мӗлке ларнине куҫ хӑрпӑкӗсем витӗрех курчӗ. Хӑш чух, куҫкӗски патне пырса тӑрса, вӑл хӑйӗн куҫӗсем тавра ункӑланнӑ тулли те таса питне чылайччен сӑнанӑ, вӑл вара хӑйне хӑй шеллесе кайнӑ: пурнӑҫ, ун патӗнчен иртсе, ӑна айӑккине пӑрса хӑварать иккен, тесе куляннӑ. Климат ҫемҫе, анчах йӑлӑнтармӑш, хӗрарӑм пек, ҫапла мар-и? Хӑйӗн сивӗ аллисемпе Лушка тутӑра лучӑрканнӑ кӗпи ҫанни ӑшне чикрӗ. — Уйде-ма, мучи? Инсаров Елена патне ҫыру ҫырма хӑяймарӗ, Берсеневпа калаҫнӑ чухне сӑмах май ҫеҫ ун пирки вӑлтса калаҫрӗ; Берсенев, юриех нимпе те интересленмен пек пулса, хӑй Стаховсем патне кайкаласа килни ҫинчен, анчах та — Елена ҫав тери пӑшӑрханни, халь ӗнте лӑпланса ҫитни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Санӑн ирӗкӳ, сударь. Анчах пирӗн ытлашши укҫа ҫук! Вӑл мана паллаймарӗ, эпӗ хам та паллаттарас мар тесе ытларах пӗркенме тӑрӑшрӑм; мӗншӗн тесен ман ҫире кивӗ фасонпа ҫӗленӗ вараланса пӗтнӗ шинель кӑначчӗ. Кӗтсе илтӗн-и? Падди О'Мур юлашкисен шутне кӗрет. — Эпӗ пӗччен нумай пурӑннӑ; ирӗксӗрех шухӑшлама вӗренӗн. Вӗсем, паллах, тӗрлӗ сӑлтав тупса, сан кил-ҫурта пӗтӗмпех пӑхса ҫаврӑнасшӑн пӳлӗҫ… Куҫӗсем тем сыхласа, кӗтсе тӑнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Халӗ ӗҫсем ҫинчен калаҫмӑпӑр — эсир ытла та ывӑннӑ курӑнать. Тӗксӗм кӑвак тӗслӗ шыв ҫуртсен кӗтессисенче чӑпӑл-чӑпӑлт туса выртать, собор хыҫӗнче пушӑ шыв талккишӗ тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать, хӑш-хӑш ҫӗрте шыв тӗлӗнче хӑван хура хуллисем ҫӳлелле хӑпарса тӑраҫҫӗ. Сасартӑк сулӑннипе Иван вӑранчӗ те хуллен йынӑшса ячӗ. Рязаньте эпӗ пулнӑ, пырать те хули, анчах кичем, Чулхуларан кичемлӗрех; Ним чӗнмесӗр пӗр-ик виҫӗ чӗркке ӗҫсен, вӑл хытӑ янтӑратса хӑм! тесе илетчӗ; пурте шартах сиксе ун патнелле ҫавӑрӑнса пӑхатчӗҫ, вӑл янах шӑммийӗпе ывӑҫ тупанӗсем ҫине тайӑнса, ҫынсем ҫине вӗсене хӑйпе вӑрҫма чӗннӗ пек пӑхатчӗ, тураман ҫӳҫӗ ҫилхе пек унӑн кӳпчесе ларнӑ хурарах питне тискеррӗн хупласа тӑратчӗ. Вӑл туйӑмсене музыка анчах пӗлтерме пултарать. Люба вара, пӑртакҫӑ именсе:— Ҫапах та, атте, купецсен сословийӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, образованисӗр, тискер… — тенӗ. Унтан Алвиш, маларах тухса, короле туртмалли курӑкӑн тем пысӑкӑш ҫыххине пачӗ — Казондере ӑна «лӑплантаракан курӑк» теҫҫӗ. — Тӑхтӑр, Ромашов. Пӑхсамӑр мана куҫран. Ак ҫапла. — Мӗн пулать, — тапранчӗ? Тӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр пысӑк! Полк валли казармӑсем местечко хӗрринче, чукун ҫул хыҫӗнче, кӗтӳ ҫӳретмелли ҫерем текен вырӑнта, тин ҫеҫ тума пуҫланӑ-ха, унчченлӗхе вара, вӗсене вӗҫлесе пӗтериччен, вӑл хӑйӗн мӗнпур учрежденийӗсемпех уйрӑм ҫынсем патне хваттере вырнаҫнӑ. Унпа сывпуллашнӑ чух ывӑлӗ унӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ. «Ҫук, — тет, — эпир мӗн тума пултарнинчен те ытларах турӑмӑр, тесе шутлани тӗрӗс мар. Вӗсем хӑйсем хушшинче канашласа пӑхрӗҫ те мана шайкӑран кӑларса пӑрахмах тӑчӗҫ; кашни ачаннах вӗлермелли тӑванӗсем е кам та пулин урӑххи пулмаллах теҫҫӗ, унсӑрӑн ытти ачасем кӳренеҫҫӗ, теҫҫӗ. Негоро ҫавӑнтах кубрика каялла кӗрсе кайрӗ, анчах вӑл йытӑ ҫине мӗнле пӑхнинчен, аллипе хӑмсарнинчен Дингӑна ырриех кӗтес ҫук. Василий Ивановичӑн куҫӗсем сасартӑк чарӑлса кайрӗҫ, питҫӑмартисем вӑйсӑррӑн хыпса илчӗҫ. Кӑвакарма пуҫланӑ сухари татӑкне вӑл тути умне илсе пычӗ те ыраш ҫӑкӑрӗн йӳҫӗ шӑршине тӑранмасла шӑршларӗ. Грегорин 1852 ҫулти, Аустинӑн 1854 ҫулти ҫулҫӳревҫисене шута илӗпӗр; Хур ун патнелле утса пынӑ та, темӗн кӗтнӗ пек, чарӑнса тӑнӑ. Пӗррехинче вӑл кладовойра ҫуррине яхӑн сӑмала тултарса хунӑ пӗчӗк пичке тупнӑ. Ытла та чуна илӗртмелле тӗлӗк-ҫке! — Эсӗ хӑвӑн тӗлӗкӳсем пирки сӳпӗлтетсе ан лар-ха! Эсӗ мана Банник пирки каласа пар. Ҫапла икӗ уйӑха яхӑн, тен, ытларах та иртрӗ; манӑн ҫи-пуҫ йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтрӗ, хуп-хура ҫӳретӗп, тӑлӑх арӑм килӗнчи пурнӑҫ мӗнле килӗшме пултарнӑ-ха мана — ӑнланаймастӑп; унта ҫӑвӑнмаллаччӗ, тирӗкрен ҫимеллеччӗ, ҫӳҫ-пуҫа турамалла, вӑхӑтра ҫывӑрма выртмалла, вӑхӑтра тӑмалла, ялан кӗнекепе пуҫ ватас пулать, ҫитменнине тата, Уотсон мисс ялан йӑслать. Ҫыран тӑрӑх анаталла ҫӗр утӑма яхӑн утрӑм та кимме лартса хӑварнӑ вырӑна кӗрсе шӑвӑнтӑм. Малтан Джимпа калаҫса пӑхмалла терӗ. Юлашкинчен, старик чӗлӗмне айккине хурса Синопа аллинчи ниме те мая килмен тӑм татӑкне илнӗ. — Чӑнах калатӑп, сэр. Артур канал хӗррипе утса пычӗ, унтан Медичи дворецӗ патӗнчи пӗчӗкҫӗ площадь еннелле пӑрӑнчӗ. Ҫаксене пурне те лайӑх шухӑшласа илсен, хама ҫӑмӑлтарах пулса тӑчӗ теместӗп эпӗ. Вӑл аҫа йыттине ман ҫине вӗскӗрте-вӗскӗрте ҫуйхашрӗ: «Вӗс-вӗс ҫавна! Эпӗ телейлӗ сирӗнпе! Часах акӑ е хӗр е ывӑл ҫуралмалла, — терӗ Жаркий. — Хӑҫан хуҫнӑ эсӗ хӑвна? Малтан карт туртсанах эпӗ гамакран кӑштах тухса ӳкмерӗм, анчах каярахпа кисрентерми пулчӗ. — Штабс-капитан ман сӑмаха ӑнланаймарӗ пулас, пуҫне сулкаларӗ те чеен кулса илчӗ: салхуланас йӑлана французсем шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ. Сатурн — ҫав тери пысӑк планета, унӑн калӑпӑшӗ Ҫӗр калӑпӑшӗнчен 750 хут пысӑк. Испани чӗлхине вӗренес тесе темӗн чухлӗ вӑй-халне пӗтернӗ ученый-географ ҫакӑнта ҫав чӗлхепе усӑ курма шутларӗ. Тепӗр тесен, Б. хула урамӗсенче иртсе ҫӳрекенсене курма та ҫӑмӑлах мар. — Ачасем, сӗтӗрсе кайӑр ӑна кордон хыҫне, — терӗ урядник казаксене, хӑй ҫаплах пӑшалне ҫавӑркала-ҫавӑркала пӑхрӗ. — Ан тив ыттисем ҫӗнӗ пурнӑҫа тутанса пӑхчӑр! Седов слесарьпе пурӑнать, лайӑхах пурӑнать вӗт, пӑх-ха эс ӑна! Динго карап кокне ҫаплах кураймасӑр тӑчӗ. Хӑйне хӳтӗлеймен пулсан, тата пӗтӗм экипаж юратмӑшӗ пулмасан, Негоро ӑна ҫакӑншӑн тавӑрмасӑр ирттерместчӗ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗри ҫавӑнтах ҫурт пӑхакан патне чупрӗ. Ҫурт пӑхаканӗ, хура фрак тӑхӑннӑ мӑнтӑркка ҫын, часах ҫитрӗ те вӗсене ковёр сарнӑ пусма тӑрӑх уйрӑм пӳлӗме илсе кайрӗ. Унта пӗтӗм туалет хатӗрӗсемпе икӗ кровать пулнӑ. Пӑван хӑйне ҫавнашкал тыткалани Мартини кӑмӑлне пӗртте кайман, ҫавӑнпа та вӑл Пӑван хыҫҫӑн кайни Джеммӑна ытла та килӗшмест тесе шутланӑ. Лар ҫакӑнта! ак сана ҫӑраҫҫи! никама та ан кӗрт!» Пурте пӗлеҫҫӗ… Тӑлӑх арӑм та… хӑй пӗлмӗш пулать пулсассӑн та. Ҫак кун маншӑн питӗ кичем пулчӗ, Даша инке мана темиҫе хут та йӑпатма тӑчӗ. Анчах эпӗ нимрен ытла Володьӑн ырӑ та уҫӑ кӑмӑлне ӑмсанатӑп, унӑн ҫак ырӑ енӗ пирӗн хушшӑмӑрта пулакан харкашусенче уйрӑмах уҫӑмлӑн палӑрать. Любовь Сергеевна та савӑнса пӑхрӗ, сӑмах май каласан: «Ку хурӑн мӗнпе тытӑнса тӑрать-ха? — Эпӗ сирӗншӗн пур ҫӗре те кайӑп. — Эсир ҫавӑн чух кӑшкӑрса макӑрни… чунӑма хускатрӗ… мӗскӗнӗм, ывӑлӑм! Урӑх тумтир тӑхӑннӑ священниксемпе хӗрарӑмсем ҫак ӗҫ валли шӑпах юрӑхлӑ ҫынсем. — Апла пулсан ман пата килӗр, — терӗ вӑл тинех. Пулма та пултарать! «Джима йывӑҫ ҫумне ҫыхса хӑварас, кулӑшла пулать», — тесе пӑшӑлтатрӗ Том. — Сире илме! — Ҫавӑнпа эсир мана юратма та пултараймастӑр, — терӗм эпӗ малалла. Ун пек чухне ҫынна тӗнче тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳресе йӑлӑхтарать. Салтак палатӑри кашни юлташӗ патне пырса, ӑна ҫар званийӗпе чӗнсе сывпуллашрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах атӑ кӗлисемпе шаклаттара-шаклаттара илчӗ, — вӑл ҫавӑн пек тунине пӑхма та савӑнӑҫлӑ пулчӗ. — Э? Тӑсӑлса выртнӑ ҫынӑн куҫӗсем уҫӑлнӑ. Ҫынни хӑрах урипе вилӗм шӑтӑкӗнче тӑрать, эсӗ пур… — Эпӗ те дуэле малалла тӑсма шутламастӑп, — кӑшкӑрса ячӗ Дöнгоф та, хӑй пистолетне пӑрахса. Кӗнекесен пӗр пайне сӗтел ҫине шаршанласа хунӑ, Павел кровать ҫинче тин ҫеҫ ЦК янӑ ҫырусене вуласа ларать, вӗсене вӑл хӑйӗн тусӗн минтерӗ айӗнче тупнӑ. Ҫак ответ Дубкова тӗлӗнтерчӗ пулас, анчах вӑл лӑпкӑн тепӗр еннелле пӑхрӗ те Володьӑпа тата Дмитрипе калаҫӑва малалла тӑсрӗ. — Зина! — ҫухӑрса ячӗ гостинӑйра княгиня. — Беловзоров сан патна кушак ҫури илсе килчӗ. Кун пек маневр, «Макарин» сахал командишӗн пулсан тата Америка системипе тунӑ икшер хутлӑ рейссем пулман пулсан, чылаях йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Мӗнле закон, мӗнле тӗслӗх тума пултарӗ этем хӑйшӗн хӑй? Киле таврӑннӑ май эпӗ алӑк патӗнче Лихопа тӗл пултӑм. Шуйттан ӗнтӗ хуллен те вӑрттӑн йӑпшӑнкаласа уйӑх патне ҫитрӗ, ӑна ярса илес тесе, аллине те тӑсрӗ; анчах сасартӑк, пӗҫертсе янӑ пек, каялла туртса илчӗ, пӳрнисене ӗмкелерӗ, унтан вара, урипе тапӑлтаткаласа илчӗ те уйӑх патне тепӗр енчен пычӗ, каллех каялла сиксе ӳкрӗ. Тепӗр тесен… Эпир сана пӗчӗкҫеҫ хунав илсе килсе паратпӑр, эсӗ ӑна ав ҫавӑнта, кӗтесре, ӳстер. Хамӑрӑннисене палласа илетпӗр. — Му-узыка, ча-арӑн! Петька Сковородников ҫав башньӑра шуйттансем пурӑннӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшатчӗ. Вӗсем шыв урлӑ каҫнине, парома путарса хӑварнине, ҫыран хӗррине тухнине, Спасск башнине пурӑнма куҫнине Петька хай куҫӗпе хӑй курнӑ пулать. Парӑр-ха, эпӗ сирӗн плащӑра тепӗр пӳлӗме хурам. Юнашарах мостки курӑнчӗ тата пӗчӗк кимӗ мӗлки палӑрчӗ. Хӗвел анса лариччен унӑн чаплӑ, хӑватлӑ ҫунаттисен сӑрӑ мӗлки ҫеҫенхире темиҫе хутчен урлӑ-пирлӗ йӗрлесе тухать. Малтанхи утӑмрах чӗрӳ кӑрт сиксен е каялла ҫаврӑнса пӑхсан, инкек курасса кӗтсех тӑр вара!» Озеров нумайччен хӗн курса ҫӳрени нихӑш енчен те паллӑ мар: гимнастёркипе шалаварӗ яп-яка, аттисем таса, ҫап-ҫутӑ, хӑй те вӑл — яка хырӑннӑ, ҫитменнине тата унтан одеколон шӑрши кӗрет. Ҫакӑ генерала пит кӑмӑла кайрӗ. Эппин, компас юппи ҫӗнӗрен тӗрӗс ҫул кӑтарттӑр тесе тӑрӑшрӗ-и Негоро? Махоркине плащ-палатка ҫине пушатса, вӑл ӑна пӳрнисемпе пӑтраткаласа пӑхрӗ. Эвелина пӳлӗнчӗ. Рыбин ун ҫине пӑхрӗ те салхуллӑн хушса хучӗ: — Улпутсем ӑна — христос хӗрес ҫинче йынӑшнине пӑхса киленеҫҫӗ, эпир акӑ ҫынтан вӗренетпӗр, сире те кӑштах вӗрентес, тетпӗр… Чи тӗттӗм кӗтес. — Ҫук! — терӗ Павел. — Вара эп санран ыйтрӑм-им? — сӑн-питне чалӑштарса каланӑ ашшӗ. Негоро унта Уэлдон мистера илсе килет, вара Алвиш агенчӗсем калаҫса татӑлнӑ вӑхӑта Моссамедиша Уэлдон миссиса, Джека, Бенедикт пиччене илсе пыраҫҫӗ. Мӗн лайӑххи тупрӑн вара эсӗ унра? — терӗ вӑл малалла Машӑна. Автобус ҫинчен ансан, ниҫта кӗмесӗрех, каҫ ӑҫта ҫӗр выртасси пирки те шухӑшласа тӑмасӑрах, Мересьев тӳрех военврач Мировольский патне кайрӗ. Эп — суккӑр мар, эп ҫав йӑпӑлти пурин ҫумне те, ҫаплах Тихон ҫумне те ҫулланса ҫӳренине куратӑп; ҫавӑнпа та эпӗ — жид ачи пек ачаш, тетӗп, анчах ачашшисем — хӑрушӑ ҫынсем вӗсем. Ҫу-ук, куланай тӗлӗшӗнчен эпир иксӗмӗр те тура умӗнче танах… Вӑл хӗрӗх пилӗк патнелле ҫитсе пынӑскер, пӑхма сивӗ ҫын, чӗп-чӗрӗ куҫӗсем питӗ тарӑн кӗрсе пытаннӑ, вӗсем ҫӑра куҫхаршисемпе витӗннӗ. Лаптӑксемшӗн пыракан тавлашусем ҫынсене юн юхтарас патнех ҫитерчӗҫ. Вӗсем санран аслӑрах, чеерех, опыт та ытларах. Ҫавӑнтах вӑл хӑрушӑ чӑнлӑха сиссе илнӗ. Тӑхта-ха! Мужик вӑл мӑнкӑмӑллӑ ҫын мар. Эсир унпа килӗштерсе пурӑнӑр. Пурнӑҫ ӑна, яш вӑхӑтри пек, пӗр сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех ҫапла хаваслантарса тӑрать. Шӑп. Ҫамрӑк ҫынсем аслисене манкировать тума хӑяйман. Анчах Вандея тулашне тухма хӑтланса пӑхни пӑлхав пурпӗрех путланса ларасси патне илсе пынӑ пулӗччӗ, Вандея пӑлхавӗ ҫӗнтереймен. Эсир ӗлӗк чаплӑ ҫынсемпе интересленместӗрччӗ-ҫке. Манӑн савнӑ Гретхенӑм халичченхи пекех лӑпкӑн тӑрать. — Манӑн кунта пӗр купа ӗҫ, ир пуҫласа кунӗпех ҫӳремелле, ҫӳремелле, ҫӳремелле. — Ытах та сан ӑс пулнӑ пулсан… калӑпӑр, Марфа Посадницӑнни пек, — эх, Любовь! Тутасем вӗри, тутасем тулли, вӗсенчен кайма ҫук. — Вӑт каллех пӳлетӗн эсӗ ман сӑмаха, — куляннӑ пек тавӑрчӗ ӑна Ҫӑрттан мучи. Мана кӑмӑллӑн куҫ хӗссе вӑл вӗрентсе калатчӗ: — Эсӗ ан шарла, эсӗ кунта хуҫа мар! — тетчӗ. Ҫамрӑк ҫынсенчен пӗри, чылаях ӗҫнӗскер, ӑна кӑшкӑрнӑ:— Итле-ха, Кольхаун, кил-ха кунта, пирӗнпе пӗрле кӑвайт умне лар, — тенӗ. Господасем сирӗн мыскарӑрсене пӑхас теҫҫӗ. Картта патне пухӑннӑ ҫынсен пысӑк ушкӑнӗ пусма ҫинчи хӗрӗн булавкӑсене куҫарса тирекен самӑр аллисем ҫине салхуллӑн, йывӑр шухӑшсемпе пӑхса тӑчӗ. Те ӑнсӑртран, те тупӑпа тӗллекен канонир ирӗкӗпе, систерме тесе кӑна персе янӑ етре башньӑн иккӗмӗш хутӗнчи бойницӑна хӳтӗлекен тимӗр пӑрӑмсенчен тунӑ решеткене пырса ҫапӑнчӗ те ӑна шӑтарса тухрӗ, стенана ҫурри таран хӑйпӑтса кӑларчӗ. Вӑл вара ҫаплипех юлчӗ: башньӑна хӳтӗлекенсен ҫавӑн пек ҫӗмрӗксене тӳрлетсе тӑма вӑхӑчӗсем ҫук. Эпӗ аристократсен обществи ҫинчен тем каларӑм, арҫынсем те, хӗрарӑмсем те ниме тӑманни ҫинчен сӳпӗлтетрӗм, юлашкинчен, чикӗрен тухса кайса суйма пуҫласан, вӗҫне-хӗрне тухма ҫук темле сӑмах ҫаврӑнӑшӗн пуҫланӑ сӑмахне каласа пӗтермесӗрех чарӑнтӑм. — Килетӗн, Кузьмич? Лиза хӑйӗн шухӑшӗ пурӑнӑҫа ҫакӑн пек ӑнӑҫлӑ кӗнипе тем пекех савӑннӑ. Ӑна ҫилентерме пулмасть, вӑл ҫилле пӗртте парӑнмасть, ӑна тӗллӗн пытарса кума пӗлет. Васкамалла пулнӑ. Чылайччен чупрӑм ҫакнашкал, хашкама та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк йытӑ сасси пачах йӑнса ларчӗ. Пуринчен ытла ҫакӑнтан хӑранӑччӗ те ӗнтӗ вӑл — унсӑрӑн ку таранччен нимле ҫӗр те курӑнманнине мӗнпе ӑнлантармалла? Рада ӑна йӗрӗнсе пӑхса илчӗ, ҫак вара Стефчов варне витрӗ пулмалла, хаярланнипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ. Ыйӑх пусса ҫитернипе Ҫӑрттан мучи мӑкӑртатса илчӗ: — Вӑт спаҫҫибӑ сана, манӑн тусӑм, эсӗ ӑйӑрсене чӑпӑрккапа хӑмсар, эпӗ пӗр сехет ҫывӑрса илем. Темиҫе кун иртсен, Пӑван хула библиотекине кӗчӗ те Монтанелли кардинал проповечӗсен кӗнекине ыйтрӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ капитан тусӗсем ҫинчен аса илтерниех вӗсене чӗтрене ертнӗ. Ку утравсем ахаль мар «тӑвӑлсен йӑви» вырӑнӗнче шутланса тӑраҫҫӗ, вӗсен хисепсӗр чапӗ те Бермуд утравӗнни пекех. Анчах пӗчченлӗхре вӑл, хӑйне хурлӑхлӑн кӑмӑла каймалли япала тупса, шухӑшласа кӑларнӑ, пӗчченлӗх ӑна тӗтре витӗр курӑннӑ пек, хӑй палланӑ пулин те ҫӗнӗ ҫынпа — урӑх сӑнлӑ, урӑх кӑмӑллӑ Петр Артамоновпа паллаштарнӑ. Сасӑллӑ ҫыхӑну, тӑванӑм, алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫнӑ чухнехи пекех… Кабинета никам та кӗмерӗ, вара Корытов Воропаевӑн хучӗсене илнӗ чухнехи пекех васкавлӑн ҫыру сӗтелӗ ҫине хуҫкаланса пӗтнӗ тата сӑрлӑ кӑранташсемпе чӗркелесе пӗтернӗ хула планне сарса хучӗ. Хӗрарӑм хӑвӑрт сак еннелле ҫаврӑнчӗ: — А эсӗ мӗн вӗрентсе выртатӑн мана? Священник ун хулпуҫҫийӗ тӗлне пӗшкӗнчӗ те, вилекен ҫын тути ҫумне хӗрес хурса мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Ашшӗн, ывӑлӗн… — Ҫапла ҫав, юлташӑмсем… Ҫавӑнпа эпӗ унӑн тӑрринче пытантӑм. Чӑнласах та ҫапла-мӗн, ку сӑрт табу пулса тӑнӑ, суя вӑйсене ӗненекен дикарьсем ун ҫине хӑпарма та хӑяймаҫҫӗ. Пулӑшӑр! Вӑл анӑҫалла тайӑлнӑ хӗвел еннелле хавхапа ҫаврӑнчӗ те — ҫак самантра ҫӳлтен ӳкекен карапа асӑрхарӗ. Вӑл ун пек ҫынсем урӑхла калаҫма, урӑхла шухӑшпа пурӑнма пултарайманнине ӑнланать. «Итле-ха, суккӑр! — терӗ Янко. — Ҫирӗп йӗркесемпе пурӑнма хушать, — терӗ приказчик. — Ҫук, Российӑра мар. Вӑл вырӑн кунтан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелле. Рокамболь манӑн Ля-Молӑн, Аннибалӑн, Коконнӑн рыцарста сӑн-йӗрӗсене йышӑнса тӑратчӗ; «Ку ҫын шӑнса ан кайтӑрччӗ: тумтирӗ начар. Вӗсене клиникӑри госпитале вырнаҫтарчӗҫ. Билет хакӗ 50 цент. Мӗскершӗн вӑл ҫапла? Часах вӑрманта икӗ офицер курӑнса кайрӗҫ; вӗсемпе пӗрле тачка ӳтлӗ пӗчӗк ҫын, сӑнран ҫар тухтӑрӗ пекскер пырать. Тутлӑ шӑршӑ кӗрекен пӑши йӗрне, ҫӗнӗ йӗрсене шӑршларӗ те выҫҫӑн сывласа илчӗ, таврари сас-чӗвве итлерӗ. Пӗтӗм халӑх хуйхи. Ҫакӑн пек калани хама хирӗҫ каланӑ пек туйӑнать пулӗ. — Мӗн эсӗ нимен те чӗнместӗн, тӑванӑм, — тесе ыйтать унран Кирила Петрович, — е йыттӑмсем сана килӗшмеҫҫӗ? Вӑл ун патне ҫывхарчӗ те, унта та куҫӗсене ҫӗклемесӗрех хуллен ҫапла каларӗ: — Эпӗ сирӗнтен каҫару ыйтмалла, Анна Сергеевна. Кӑшт аялтарахран кайнӑ пулин — пӗтеттӗм. Ҫук ӗнтӗ, ман хушамат пек хушаматпа нумаях пурӑнаймӑн. — Ак халь ӑна хаяр ӳкрӗ. Вӑл Джино ятлӑ пирӗн пӗр юлташӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ. Андрей темрен хӑраса, хӑвӑрт куҫне уҫса пӑхрӗ. Вӗсем аяккарах кайсан, иккӗмӗш ачи вараланса пӗтнӗ пирусне хӑлхи хыҫне хучӗ те кӑнттаммӑн ыйтрӗ: — Ку мӗнле пропагандист? Николай Петровичран кӑна ыйтмалла пулать… Чӑннипе вӑл Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче пӗччен ӳссе ларакан омбу йывӑҫӗ пулнӑ. Акӑ чечексемпе хуплансах ларнӑ авса тунӑ кимӗ вирхӗнсе тухрӗ: унта хӗрарӑмсен пысӑк куҫлӑ, хытанка пичӗсем, — кӑвак калпаксем, вӗлкӗшекен кӑвак ҫанӑсем, шурӑ шарфсем. Чӑнах-и? — Анчах, темле пулсан та, Динго пӗлекен «С»-па «В»-ҫулсӳревҫӗн ячӗпе хушамачӗн пуҫламӑш саспаллисем. Пӗр минут хушши пек Лозневой хӗвелтухӑҫ еннелле каякан ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ. — Нимӗнех те мар, — терӗ мана хирӗҫ профессор, — ку ҫӑл-и, тепри-и, пурӗ пӗрех мар-и? Кимӗпе пурӗ те темиҫе минут ҫеҫ кайрӗҫ. Вӑл эпӗ университета кӗрессе кӗтмесӗр мункун хыҫҫӑнах хӗрачасемпе пӗрле Петровскине кайма шут тытрӗ, пирӗн Володьӑпа иксӗмӗрӗн унта кайран пымалла. — Ан тив мана! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ ӑна хирӗҫ, куҫҫуль юхтарса. — Пирӗн шхунӑран ним те юлмарӗ ӗнтӗ, — терӗ Дик. Эпӗ Парижран тухнӑ кунхине таранга йӑхӗ губернатара пӑхӑнса Англине хӑй ҫӗрӗнчен виҫӗ пайне «хӑйхаллӗнех» пани ҫинчен хыпар ҫитнӗччӗ. — Чӗре, кам пултӑр! — Акӑ, — терӗ вӑл, куҫҫульпе йӗпеннӗ лӳчӗркенчӗк ҫырӑва Воропаева тыттарса. Эсӗ те тупа ту! Паттӑр пекех ҫӳлӗскер, хӑй умне кам ҫакланнӑ, ҫавсене пурне те уҫҫӑнах курайманнине палӑртса тӑракан сӑн-питлӗскер, вӑл, куляннӑ чухнехи пек, пуҫне пӑркалать. — Иккӗмӗш сӑлӑпне уҫ, — вырӑнтан пӗр хускалмасӑр хушрӗ Тимур. Лось Аэлитӑна хул пуҫҫинчен хыттӑн ҫатӑрларӗ. Кӗллӗ шурӑм пуҫ варрине, Марс ҫийӗнчех пек, пысӑк хӗрлӗ ҫӑлтӑр тухса тӑчӗ. — Асӑнса ӗҫер! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Кольхаун, хӑй стаканне стойка ҫинчен илсе. «Ах, япӑх капла!» — шухӑшласа илчӗ Калугин, ӑна темӗнле аван мар пек туйӑнчӗ, вӑл хӑйне тем пуласса сиснӗ пек пулчӗ, урӑхларах каласан, ун пуҫӗнче кирек хӑш вӑхӑтра та пулма пултаракан шухӑш ҫуралчӗ, — вӑл хӑй вилме пултарасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. Мӗнле тӗлӗнӗҫлӗ ҫакӑ — калаҫакан ҫынна ху чӳрече витӗр пӑхатӑн, хӑв вара ӑна пачах илтместӗн!» Кӑнтӑрти шӑрӑх ҫанталӑк. Куҫӗсем ыратаҫҫӗ. Амфитеатрта — кӑмӑлсӑр кӗрлев. Урайӗнче — коверсем, стенасем ҫумӗнче — кӗнекесем. Пысӑк юман сӗтел ҫинче — кӗнекесемпе журналсен куписем, кӗнекисем ӑшне ҫинҫе кӑвак хут татӑкӗсем чике-чике тата, кирлӗ страницӑра, уҫа-уҫа хунӑ; диванпа креслосем, вӗсен ҫывӑхӗнче альбомсем тунӑ ҫаврака пӗчӗк сӗтел, эрехсем тултарнӑ капӑр кӗленчесен витрини тата, юлашкинчен, «Виноград пухни» ятлӑ пысӑк, питӗ пӗлсе тунӑ фотографи панорами, питӗ илемлӗ абажурлӑ лампа — ҫаксем пурте Широкогоровӑн кӗлеткине юриех капӑрлатнӑн туйӑнаҫҫӗ. — Мӗнле татӑк? Хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса, лётчик портсигара часрах каялла илчӗ те, алӑк патнелле ыткӑнчӗ. — Хӗрача, эсӗ нимӗн те ҫухатман-и? — шӑл витӗр тухакан сасӑпа хӑвӑрт ыйтрӗ вӑл Женьӑран, качакине тӳпкемӗ пӗр чарӑнмасӑр. Эпӗ сире пӗлместӗп! — Ҫӳренӗ, — терӗ Паганель. Эпӗ ҫул тӑршшӗпех пулас допроссем пирки шухӑшласа, ответсем шыраса пытӑм; вара, тӗрӗсе тухма чи ансат тата шанчӑклӑ май, вӑл — суда тӗпӗ-йӗрӗпе чӑннине каласа пани пулать, тесе шутларӑм. Ҫапла ҫав, таркӑнсем шарлак шывпа ишмен пулсан, тискер кайӑксем пурӑнакан вӑрмансемпе, уҫӑ вырӑнсемпе пынӑ пулсан, тен, ку вӑхӑтчен «Пилигрим» ҫинчи ҫынсенчен нихӑшӗ те чӗррӗн юлмастчӗҫ. — Часах эсӗ ҫӳлти атте умне пырса тӑрӑн. Вӑл хӑй альбомӗсене мана кӑтартрӗ — иртнӗ ҫул хушшинче вӑл стройра пулман иккен, фронт театрӗнче художникра ӗҫленӗ. Паллах ӗнтӗ, ун пек тарӑн ҫӑл алтма ҫук; чи тарӑн шахтӑсем те 2 километртан ҫеҫ иртеҫҫӗ; ҫакӑ вӑл Ҫӗр ҫийӗпе ун варри хушшин 1/3 000 пайӗ кӑна пулать. Виҫҫӗмӗш звонок! Темиҫе хутчен лӑнкӑртаттарса ҫӑтсассӑн, Андрей флягӑна кӑкӑрӗ умнелле усрӗ те ял ҫинелле пӑхса илчӗ. Часах эпир унпа иксӗмӗр пӗр ҫырмана пырса кӗтӗмӗр, — унӑн икӗ енӗпе те, тӗрлӗ йывӑҫсем хушшинче, ҫӗрпӳртсем алтса тултарнӑччӗ. — Каҫхине эпӗ питӗ хӑрушшӑн курӑнтӑм пулӗ, хӑратса пӑрахмарӑм-и? Учӗнӑй хӑйӗн лабораторийӗпе юнашар кабинетне те аманнисем валли панӑ, хай вара хӑйӗн кӗнекисемпе тата хӑй хӑнӑхса ҫитнӗ япалисемпе пӗрле халиччен дежурка пулнӑ пӗчӗк пӳлӗме куҫнӑ. Эдмунд Галлей наукӑна хӑйӗн ӗҫӗсемпе пуйтарса хӑварнӑ, хӑй вӑл пайтах пурӑннӑ. Партирен кӑларса пӑрахса ответ тыттарма та май пур. Ну, сывӑ пулса юл-ха. Выльӑхсене, выльӑхсене сыхла! Бойчо, ҫырса яр мана. Тыткӑна лекнисен колонни иртсе пынӑ ҫӗрте, ҫӑл патӗнче автомат тытнӑ малти конвойнӑй тӑрать. Кирек-мӗне те часах тавҫӑрса илме пултараканскер, вӑл, паллах, Пугачев ӑна темшӗн кӑмӑлламаннине сисрӗ. Ҫыр эсӗ ӑна, арӑм сывӑ мар те — пӗтрӗ те. Пӑрахса парӑр ӑна, сыснана, вараланчӑк парне! Ӳтӳ пӑлханнине лӑплантар, Петя! Вӑл мана сылтӑм аллине илчӗ те, сулахай аллипе ачашласа, ахӑлтатсах кулса манран: эсӗ ху кам — виг е тори? — тесе ыйтрӗ. Унтан хӑй патӗнче акӑлчансен «Монарх» ятлӑ карапӗн грот-мачти ҫӳллӗшне яхӑн шурӑ туя тытса тӑракан аслӑ министрӗ енне ҫаврӑнса каларӗ: ҫакнашкал пӗчӗк кӑпшанкӑсем те этем ӑслӑлӑхне хапсӑнаҫҫӗ пулсан, вӑл ӑслӑлӑх ниме те тӑмасть. Рада ӑна мӑйӗнчен уртӑнчӗ. Суранӑр мӗнле? — илтӗнчӗҫ сасӑсем тӗрлӗ енчен. Колоннӑсен ҫумӗнчи ҫӳллӗ савӑтсенче чечексен йывӑр пӑчӑлӑхӗ сисӗнет. Тоня тинкерсех итлесе ларчӗ. Тӗнчере пур япала та — этемшӗн, этем мӗншӗн? Вуласа кӑтартсан лайӑх мар пекчӗ, эпӗ темиҫе сӑвӑ вуласа патӑм; вӗсем ӑна килӗшмерӗҫ курӑнать, анчах ҫапах та вӑл каларӗ: — Яра пар, яра пар! Козаксем пурте кулса ячӗҫ: вӗсенчен нумайӑшӗсем чылайччен пуҫӗсене сулкаласа тӑчӗҫ. «Ну, Попович! кама та пулин сӑмах каламалла пулсан, каласа хурать, калать-тӗк калать ну…» терӗҫ вӗсем. Козаксем «ну» мӗне пӗлтернине ҫеҫ каламарӗҫ. Хресчен… — терӗ Челкаш, шухӑша кайса. Хуралҫӑ хӑш тӗлте ҫывӑрать-ши тесе, паром тавра ишсе ҫаврӑнтӑм; ӑна аран-аран битенг ҫинче тупрӑм, вӑл чӗркуҫҫисем ҫине пуҫне хунӑ та ҫывӑрать. Эсир кӗлмӗҫле сапӑрлӑхпа та йытӑлла парӑнулӑхпа ҫех йӑпанса пурӑнни маншӑн тертлӗ, унашкал япала мана кирлӗ мар. Пурте хӑйсен окопӗсем патӗнче чӑсӑлса тӑчӗҫ. Лозневой комбат ушкӑнтан уйрӑлчӗ те тӳрех Юргин патнелле ҫул тытрӗ; шинелӗ ҫинчен тӑхӑнса янӑ плащ-палатки унӑн риза пек сарӑлса кайса, курӑк ҫийӗн сӗтӗрӗнсе пырать. Эпӗ Ҫӗр ҫинчен сире хӑюллӑ йышӑнусем тумашкӑн вӗрентме килнӗ. Халӗ акӑ аш татӑкӗ хӑех ун аллине лекрӗ. — Паллах ӗнтӗ, ку ӑнсӑртран пулчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ пит хурлантӑм. Сӑнчӑра вӗҫертес тесен, кравать урине татмалла-ҫке! Ӗмӗтленсе мӗншӗн те пулин тӑрӑшнине ӑнланатӑп-ха эпӗ, анчах мӗн тума шанмалла? Том кукӑле икӗ пая валеҫнӗ. Бекки хӑй пайне юратсах ҫисе янӑ, анчах Томӗ хӑйӗн пайне кӑшт ҫеҫ ҫырткаласа пӑхнӑ. Питӗ аван. — Ҫук-и? Нивушлӗ ҫаксем пурте пирӗн ӑшра кӑна, пирӗн тавра вара — ӗмӗр-ӗмӗр сивӗ шӑплӑх? Кӑнтӑрлахи пӗр майлӑ температура, сулхӑн тата вӑйлӑ ҫилсене пула, Цельсипе 17° ҫинче тытӑнса тарать. — Ӑнлантӑн-и? — тетӗп. Юрать, — Василий Иванович тутӑр кӑларчӗ те, сӑмсине шӑнкарса, кӑшт кӑна ҫӗре ҫити пӗшкӗнмерӗ. Шурӑ кӑпӑксемпе витӗннӗ хумсем тӗттӗм ҫӗрте ҫуталса вылянаҫҫӗ. Бензин пӗр виҫӗ-тӑватӑ минутлӑх ҫеҫ юлнӑ. Мана унӑн нимӗнпе хускатма ҫук лӑпкӑлӑхӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем ҫав тери ҫирӗппӗн пӑхни хаваслантаратчӗ. Вӑл, ӗлӗкхин пекех, никама пӑхӑнмасӑр, куҫӗсене хӗссе пӑхать, сӑмси те унӑн ӗлӗкхи пекех, — тен, тепӗр ҫӗр ҫултан та эпӗ ӑна, сӑмсине курнипех, палласа илнӗ пулӑттӑм. Туртса илчӗ те. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн, нимӗн калама аптӑраса ӳкнӗ Лукашкӑна антӑхса кайсах ыйтса тӗпчеме тытӑнсан, лешӗ кӗҫӗн алӑкне уҫса ячӗ те улшӑннӑ сассипе ҫапла каларӗ: — Ытах эсир ӗҫе ҫав еннелле пӑрса яратӑр пулсан, эпӗ нимӗн шарламасӑр тӑма пултараймастӑп! — Эсир Мускаври драма театрӗнче ӗҫлеттӗрччӗ, йӑлтӑркка тӳммеллӗ кӗске пиншак тӑхӑнаттӑрччӗ. Вӗсен ҫурчӗ-йӗрӗсем питех чаплӑ мар, анчах ҫурт-йӗрсенче йӗркелӗх пур, ҫав ҫурт-йӗрсенче вӗсем шӑрӑхпа сивӗрен лайӑх хӳтӗленсе пурӑнаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле юланута тепӗр хут тӗл пуласран хӑрани Фелима татах йывӑҫ хыҫнелле пытантарчӗ. Сылтӑм флангра, аслӑ ҫула урлӑ, вӑрман хӗррисемпе пӗрремӗш батальон, Болотин батальонӗ вырнаҫнӑ. Унтан вӑл аран-аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ: — Анне. Кимӗ ҫинче мӗн пур? Апла пулсан та ан васка; юрла, пӗлетӗн пулсан, тата хытӑрах юрла; пӗлместӗн пулсан — шлепкӳне хыв та, пуҫна каҫӑртса, ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ӑшшӑн кул. Карл кунта никама та кирлӗ мар, ҫавӑнпа Карл Soldat пулать. Дмитрий ман патӑма кашни кунах килсе ҫӳрет, манпа яланах ҫепӗҫ те йӑваш калаҫать; анчах шӑпах ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл манран писнӗ пек туйӑнать. Кӑҫалхи ҫуркунне май парадне полкра питех те вӑйлӑн хатӗрленчӗҫ. Вӗрен! Унтан, кӗсйинчен пӗр пачка тӗрлӗ тӗслӗ кредиткӑсем туртса кӑларса, вӗсене илме сӗнетчӗ: — Кама укҫа кирлӗ? — Тимофея вӗлертӗм эпӗ, — терӗ Макар, ӑна асапланса ҫитнӗ хура куҫӗнчен тӳрех пӑхса; унтан вӑл ирӗксӗрех ҫакӑн пек тӗлӗнмелле хӑвӑрт, икӗ талӑк хушшинче, тӑп-тӑп тутасен айккисене шанчӑклӑн тухса выртма ӗлкӗрнӗ хурлӑхлӑ пӗркеленчӗксем ҫине пӑхса илчӗ. «Кайӑпӑрах ӗнтӗ, Иван Никифорович!» Савӑнасса вӑл ҫакӑншӑн савӑнчӗ: хӗрӗн пур сӑмахӗсем те ӑна тӗрӗс пек туйӑнчӗҫ, тата хӗр унӑн арӑмӗ пулма килӗшрӗ. Санин, ҫавӑнтах урама чупса тухса шарманщика темиҫе крейцер укҫа тыттарчӗ те, выляма чарӑнса, ку вырӑнтан кайма хушрӗ. — Базаров ҫурӑмне ун енне туса тӑрать. Ҫак тӗн законне Полинези утравӗсем ҫинче пурӑнакан ҫынсем пурте пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Майор вырӑнӗнче кам та пулин урӑх ҫын пулнӑ пулсан, ҫавӑн пек хушни ӑнӑҫлӑ пулас ҫукчӗ пулӗ. Ун хӑлхине темиҫе ҫын юрланӑ сасӑ пырса кӗчӗ. Вӑл хӳме патне пычӗ те итлеме пуҫларӗ. Темӗн ҫинчен шухӑшласа ларакан ученый йӗри-тавра мӗскер пулса иртнине нимӗн те сисмест пек туйӑнать. Пӗлетӗп эпӗ, пире кунтан тухса кайма тивсен, сире маншӑн хӗстерме пуҫлаҫҫӗ. Анчах ун вырӑнне эпир ҫӗнтерес пулсан, эпир ҫиелте пулатпӑр. Итлӗр те шӑп ларӑр. Ҫаксем ҫинчен утрав ҫинчи халӑх пӗтӗмӗшпех аван пӗлсе тӑрать, ҫавӑнпа та халӑх хӑйӗн пурнӑҫне тата хӑйӗн пурлӑхӗсене ҫӑлса хӑварассишӗн малтанах хытӑ тӑрӑшать. Мана сасартӑк Олеся калаҫура сӑмаха уҫӑмлӑн, унран та ытла — суйласа, ҫепӗҫҫӗн калама пултарни (ахаль хӗр кӑна-ҫке-ха вӑл) аса килчӗ те, эпӗ чӑтса тӑраймарӑм вара: — Пӗлетӗн-и, мӗн тӗлӗнтерет мана санра, Олеся? Эсӗ акӑ вӑрманта ҫитӗннӗ, никама курмасӑр… Мана инҫетри ҫулсене ҫӳрекен штурман ҫырӑвӗ аса килчӗ, эпӗ ҫав ҫырӑва юлташа пӗрремӗш хут пӑхмасӑр каласа патӑм. Арӑмӗпе ывӑлӗн сӑн-ӳкерчӗкӗсем ҫинче те пӑт-пат юн тумламӗсем пур. Апат хыҫҫӑн ҫула тухса каякансем пурте канма выртрӗҫ, вара, тен ҫакӑн пек ирӗкре юлашки хут ҫывӑрса юлатпӑр пулӗ тесе, чылайччен тутлӑн ҫывӑрчӗҫ. Пупсем пултараймасть, теҫҫӗ. Эпӗ калатӑп, пултараҫҫӗ, тетӗп. — Ман енне! Майор шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те сӑмса ҫухалнишӗн никам та мар, Подточина штаб-офицерша кӑна айӑплӑ терӗ, мӗншӗн тесен вӑл ӑна хӑйӗн хӗрне качча парасшӑнччӗ. — Ку, тен, мана кӑна ҫакнашкал ҫивӗччӗн туйӑнать, ыттисемшӗн, чӑн, пурпӗрех пулӗ. Бопре антӑраса кайса тӑма хӑтланчӗ, тӑраймарӗ: мӗскӗн француз виле ӳсӗр пулнӑ мӗн. Ҫичӗ инкек — пӗр ответ, теҫҫӗ. — Вӗсем иккӗшӗ те часах тавӑрӑнма кирлӗ, мистер Кольхаун та. Кайри пӳрте кӗмелли алӑксӑр пуҫне тата тепӗр алӑк пулнӑ. Ҫав юпасем ҫине касса тунӑ тӗлӗнтермӗшсемпе тӗрлӗ паллӑсем искусство ҫыннисемшӗн питӗ интереслӗ пулмалла. — Чармастӑп, хаклӑ ҫын Мак-Набс. — Ну, улталамастӑр пулсан, апла-тӑк чӑнне калатӑр. Ольховкӑра ухмахрах Кӑтра Яша пурӑннӑ. Пӗтӗм таврари япаласем, сарӑ хӗвел ҫутипе сиввӗн йӑлтӑртатаканскерсем, пӗрре уҫӑмлӑн та ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ, тепре вӗлтлетсе тӑракан хӗлхемлӗ кӑвак чаршавпа хупланса ҫухалаҫҫӗ. Вӑл пӗлет: унӑн, ҫав тери ачашшӑн юратма, туслӑха ҫав тери лайӑх упрама пӗлекенскерӗн, тата та вӗлермелле пулать-ха. Вара вӑрҫма тытӑнчӗҫ. Княгиньӑпа хӗрӗ кӑнтӑрлахи апатчен ҫур сехет маларах пычӗҫ; карчӑкӗ эпӗ пӗлнӗ симӗс платье ҫийӗн сарӑ шел тутар уртса янӑ, пуҫне кивелнӗ, вут тӗслӗ лентӑсемпе эрешленӗ ҫӳхе калпак тӑхӑннӑ. Ҫурҫӗре, ҫурҫӗрелле! Барскин питне хӗрлӗ аш татӑкӗсенчен ҫыпӑҫтарса тунӑ пек туйӑнать, унӑн темӗн пысӑкӑш пуҫӗ, мӑйӗ, питҫӑмартийӗсем, аллисем — пӗтӗм кӗлетки упа ҫӑмӗ пек хулӑн ҫӑмпа витӗннӗ, хӑлхисем пачах та курӑнмаҫҫӗ, кирлӗ мар куҫӗсем минтер пек мӑкӑрӑлса тӑракан аш ӑшне путнӑ. Ҫак ача хӗрлӗ кӗпепе пулнӑ, ҫӳллӗ ҫухи шап-шурӑ та чеп-чечен мӑйне тӑп тытса тӑнӑ, савӑннипе унӑн куҫӗ-пуҫӗ те чалӑрсах кайнӑ, аллисене вӑл шапӑрах ҫупа-ҫупа илнӗ, ҫинҫе те янравлӑ сасӑпа «пӗрремӗш», «иккӗмӗш» тесе команда панӑ, бомба ӑҫтарах ӳкнине пӗлес тесе, бруствер ҫине ҫӑмӑллӑн хӑпара-хӑпара аннӑ. Лайӑх, — терӗ. — Эпӗ ҫирӗмре… Епле хавасланчӗ вӑл Джеммӑн пӗр сӑмахӗнчен те тухманшӑн! Эпӗ юнашар пӳлӗме кайӑп, эсир вара унпа калаҫса татӑлӑр, ӗненӗрех, эпӗ эсир маншӑн тӑрӑшнине ӗмӗрне те манас ҫук, сире эпӗ чунтан тав тӑватӑп. Вӑл хӑйӗн питне-куҫне пальтин ҫаралма пуҫланӑ така тир ҫухавипе витрӗ, кепкине хытӑ пусса лартрӗ; анчах кӑлӑхах; ҫил тата сивӗ пас ҫухаран та, ҫанӑсем ӑшне те витӗрех кӗрсе каять, ҫӳҫентерет. — Апла пулсан, Аксель, манӑн аллӑм ҫине таян та, ҫыран тӑрӑх утӑпӑр, — терӗ. — Тӑхта, тӑхта, чиперкке! — кула-кула кӑшкӑрса ярать вӑл. Ачасем юлашки ҫурта татакӗ ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларнӑ, вӑл хуллен, нимӗн хӗрхенӳсер ирӗлсе пӗтсе пынине асӑрхаса пӑхнӑ. Аякри кӗтесре темскер, ҫын евӗрлӗскер, выртать. Тул ҫутӑлнӑ чух хӳшӗре пытанса ларасчӗ… ытла та лайӑх-ҫке вӑл! — Тен, вӗсем сирӗншӗн питӗ кулӑшлӑн туйӑнаҫҫӗ? — Апла-тӑк эпӗ пӗлетӗп! — Тупа тӑватӑп. Юлашкинчен аллине тытас патне ҫитрӗм. — Мӗнле вӑл — тӗрӗс мар? Ҫак тӗлӗшпе вӗсем Лагадо хулинче прожектерсен Академине уҫмашкӑн корольтен ирӗк илнӗ. Ҫак айванла шухӑш вара питех те пысӑк ҫитӗнӳ тума май панӑ, мӗншӗн тесен короле пӑхӑнса тӑракан ҫӗршывӑн пысӑкрах хулисенче пуринче те ҫакӑн пек академисем ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл чупса пырса кӗнекене ярса илет те, алӑк витӗр сиксе тухса яра парать! Ҫиелтен вара килте тӗртсе тунӑ кивӗ чаппанпа пӗркеннӗ. Вӑл ҫирӗплетсе каланисемпе хам ҫине тӑнисем пирки тепӗр хут асӑнма та кирлӗ мар пулӗ. — Мӗнле-ха ҫакна ман атте тавҫӑрса илеймен? — ҫуйхавлӑн ыйтнӑ Фома. Петр халь унта ҫук. Ҫапла вара кашни тӑкакланӑ цент вӗсемшӗн чухӑнлӑх патне илсе анакан пусма картлашки пекех туйӑннӑ. Мӗншӗн эсир хӳме урлӑ каҫса кӗнӗ апла? Владимира унӑн сывлӑхӗ калама ҫук йывӑр шухӑша ячӗ. Акӑ ал хӗрсе кайнӑ чухне арӑмна ҫӑвар урлӑ ҫатлаттар ҫеҫ, — унсӑрӑн пурӑнма ҫуках ӗнтӗ, ӗлӗк пулсан, вӑл пит-куҫне шӑлса илетчӗ те чӗлхине ҫыртатчӗ, — халь акӑ вӗсене пырса та ан тӗкӗн ӗнтӗ, ҫавӑнтах сас-чӳ тухать, хӑтӑлас та ҫук. Пуҫӗ ун пӗр енчен тепӗр еннелле мӗскӗннӗн сулкаланать, шӑлӗсем, кашни ҫапмассеренех пӗр-пӗрин ҫумне перӗнсе, хыттӑн шаклатаҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл, хуҫи ӑна каласанах, кашнинчех сиксе тӑнӑ та вӑл ӑна чӗнмелли сӑмах пулнӑ пекех, ҫавӑрӑнкаласа пӑхнӑ. Господин Базаров сэр Роберт Пил ҫинчен хисеплемесӗр калаҫрӗ. Кӑшкӑрса кулать: — Ох! ҫурӑлса саланса кайманскер, тискер кайӑк-ҫерҫи! — тет. Вӗсем килӗшрӗҫ. Амӑшӗ аллипе пахчасем еннелле кӑтартрӗ те:— Ҫавӑнталла чупса кайрӗ, мӗн вара? — терӗ лӑпкӑн. — Сеньор Диаз, — терӗ вӑл, — эпӗ кунта килтӗм… — Сеньор американо, — терӗ ҫурри ӳсӗр сунарҫӑ, — мӗн ытлашши калаҫса тӑмалли пур! «Мӗнтен козак пулман пулӗччӗ?» терӗ Тарас: «пӗвӗпе те ҫӳллӗ, куҫхаршисем те хура, питрен те дворянин пек, ҫапӑҫура алли те тӗреклӗччӗ — пӗтрӗ! путсӗр анчӑк пек чыссӑр пӗтрӗ!» Палатӑри пур ҫынсемпе те тӳрех «эсӗ» тесе калаҫма пуҫларӗ, хӑйӗн сӑмса шӑнкӑртмалла пулсан, вӑл ним ыйтса тӑмасӑрах Мересьев тумбочки ҫинче выртакан, парашют пурҫӑнӗнчен Метеорологи сержанчӗ тӗрлесе тунӑ сӑмса тутрине илчӗ. Пачах тӗттӗмленсе ҫитсен, Каштанка питӗ хӑраса ӳкнӗ. Тепӗр ҫапкаланчӑкӗ вӑтӑр ҫулсенче, ҫи-пуҫӗ унӑн та чаплах мар. Ах, телей-ши ку? Давыдов килет! — тесе пӑшӑлтатни илтӗнчӗ. Давыдов чӗркеленсе пӗтнӗ, шупкалса кайнӑ атӑ тӑхӑннӑ урине урапа ҫинчен усса ларать, ватӑ ҫын евӗр пӗкӗрӗлнӗ хӑй, енчен енне тӗлсӗр пӑхкалать. Артамонов кулнӑ; ывӑлӗ уншӑн хаваслансах култаракан пӗртен-пӗр ҫын пулнӑ. — Ҫапӑҫу мӗнле пырать? Тӑшманӗ ӑҫта вара? — Авӑ вӗсем, вуласа хӑтланакансем, чугун ҫула сиктерсе янӑ, вӗлересшӗн пулнӑ… — Акӑ ман ҫине сиксе лартӑн ӗнтӗ, — лӑпкӑн каланӑ Фома, — мӗншӗн? Шӑп ҫав вӑхӑтра вӑл кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ те ним пулман пекех лӑпкӑн (кулӑшла!) ҫапла пуҫларӗ: — Эпир акӑ музыкӑпа йӑпантӑмӑр-ха… Жак Паганельпе Мак-Набс майор янӑ шӑпа Декабрӗн 7-мӗшӗнче, ирпе виҫӗ сехетре, «Дункан» пар кӑларма пуҫларӗ. Рабочисене ку татах та ҫилентерсе ҫитернӗ. Ҫилӗллӗ рабочисем кӑшкӑрнипе гетманец станцинелле шӑвӑнчӗ. Ҫав тӗлӗнмелле хӑрушӑ япалана куракансем тӗрлӗ усал-тӗселе ӗненмен ҫынсем пулнӑ. — Хресченсем! — кӗрлесе кайрӗ Михайло сасси. Ученӑйсем планета ҫинче атмосфера пуррипе ҫуккине кӑна мар, вӑл мӗнле газсенчен тӑнине те кӑтартса пама пултараҫҫӗ. Ерошка мучи ӳсӗрӗлсен, унӑн юратнӑ вырӑнӗ урайӗнче пулнӑ. Ҫынсем ирӗклӗ граждансем пулма хатӗр пулсан, вӗсене никам та чуралантарма пултараймасть. — Ун евӗрлӗ мар пулам, пурпӗрех мана никам та курмасть-ҫке. — Темскер йӑтнӑ хӑй, — терӗ Вася. Урпи чӑнах та ҫукчӗ ӗнтӗ, анчах Давыдов, ун ҫине Кондратько йӑл кулса, ӑнланса пӑхнине курсан, хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ. Имени управляющийӗ, питӗ ырӑ ҫын, ҫуртӑн алӑкӗсене анлӑн уҫса ячӗ. — Юрать, Джон. Часрах ӗҫе пикенӗпӗр, вӑхӑта ирттерес мар. Эпир ҫавӑн еннелле утрӑмӑр та, каналсем тӑрӑх ҫӳрекен пӗчӗкҫӗ пӑрахут ҫине ларса, Адмиралтейство урамне пырса антӑмӑр. — Вӑл кӑна, урӑх никам та мар! Кӗрӗкне уртса янӑ ӗнтӗ, ҫӗлӗкне пусарах лартнӑ, хамӑр ҫумранах иртнӗ пулсан та, эпир палласа илеймесӗр юлнӑ, — терӗ полицейски. Вӗлерес пулать сана… Вӑл аллипе сулса темӗскер каланӑ, Ваҫили Андрейча Миките ӑна чӗннӗ пек туйӑннӑ. Ҫапла ӗнтӗ, кӗпесемпе ҫивиттисем, кашӑксемпе ҫуртасем пирки пирӗн пӑшӑрханма кирлӗ мар — пӗтӗмпех майлашӑнчӗ: ку тӗлӗшпе пире пӑру та, йӗкехӳре те, шут пӑтраштарни те пулӑшрӗ; ҫурта тыткӑчипе те ӗҫ кӑларкалӑпӑр-ха, кулянма кирлӗ мар. Шавласа илтӗмӗр — ҫитет, ӗҫе тытӑнас пулать! Сан шутупа, ун пек паллӑ кирлӗ мар-и? Эй, пӑрушка — чӗчӗ ачи! Пӗр сектант старик питӗ тӗрӗс каларӗ: «Кирек мӗнле вӗрентни те ҫынран тухса тӑрать», терӗ. Шкуна пуҫӗ кӳршӗри хума ҫурса янӑ самантра, эпӗ хум тӑрринче пулнӑччӗ. Ҫӗр малтанхи тапхӑрта ерипен сивӗне пуҫласан пӗчӗкленсе пынӑ. Федор Мазинӑн тетӗшӗ… Хорь килте-и? — тесе ыйтрӗ унран Полутыкин господин. Матвей Юргин взводне уҫӑ та тӳрем вырӑна тӑратрӗҫ. Эпӗ, ачам, ниме те пытарма пултараймастӑп… — Давыдов юлташ! — Кай-ха, ывӑннӑ эпӗ, — тенӗ вӑл. — Ну, ҫывӑрах-ҫке, — тенӗ те арӑмӗ килӗшсе ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ. Ҫывӑрнӑ чухне вӑл, тӗлӗннӗ пек, куҫхаршисене ҫӗкленӗ, хупӑ куҫӗсемпе темле ҫав тери илемлӗ, хӑй нихҫан курман япалана курнӑ пек, йӑл кулса илнӗ. Ӳкнӗ сасӑ темиҫе ҫеккунт иртсен тин илтӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн хӗрлӗ хӗреслӗ шурӑ калпак, шурӑ халат тӑхӑннӑ пӗр ултӑ ҫулхи «тухтӑр» утать, халат кӗсйинчи стетоскоп питӗ кулӑшла курӑнса пырать. Ӑна пит хытӑ тыткалас пулать. Ҫумӑр пуласса ку тет Джим. Вилетпӗрех тенӗччӗ, анчах вилмерӗмӗр-ха. «Эсӗ ман патӑма кашни каникул вӑхӑтӗнче килмелле, — тесе ҫырнӑ вӑл, — эпӗ те Пизана пырса килӗп. Ирхи апатчен эпӗ «Апостолсен ӗҫӗсене» вуласа лартӑм, вунҫиччӗмӗш сыпӑка; астумасӑр, кӗсьене Евангели вырӑнне кашӑк чиксе хума пултарнӑ… Ҫапла пуль тетӗп, мӗншӗн тесен кӗсьере манӑн Евангели ҫук. Халех кайса пӑхам: Евангели унта выртать пулсан, эпӗ ӑна кӗсьене мар, сӗтел ҫине хунӑ ӗнтӗ, ун вырӑнне кашӑк илнӗ, кайран вара… — Хуп ҫӑварна, тархасшӑн! А эпир влаҫсӑр та пуятпӑр. — Ҫук, тӑхта, тӑванӑм! Ӑҫта? Ку вӑл питӗ йывӑр, кӑткӑс ӗҫ пулчӗ. Унӑн результачӗсем ҫав тери пӗчӗк пулчӗҫ, лайӑххӑн сисӗнмерӗҫ те. Эпӗ урӑх вулаймастӑп, — тӑсрӗ малалла Зухин ҫав сасӑпах, — эпӗ сире калатӑп-ҫке-ха, ӑс ҫитерме ҫук ӗҫ! Семенов манран тахҫанах ҫирӗм тенкӗ кивҫен илнӗччӗ, халӗ ҫав укҫана пӗр салтакран парса янӑ; эхер курас килсен, ман пата казармӑна пыр, тесе ҫырать. Ку мӗне пӗлтернине пӗлетӗр-и эсир? — хушса хучӗ вӑл, пирӗн ҫине пӑхса ҫаврӑнса. Эпир пӗри те чӗнмерӗмӗр. — Эпӗ халь ун патне каятӑп, — тӑсрӗ малалла Зухин, — кам пырасшӑн — айтӑр. Пурте сюртуксене тӑхӑнтӑмӑр та Семенов патне кайма хатӗрлентӗмӗр. Тем тесен те, ҫакӑн пек хыпар ҫӳренӗ. Лайӑх ҫын эсир манӑн, лайӑх ҫын! Эсир пӑрахӑр… илтетӗр-и, пӑрахӑр хӑвӑра хӑвӑр ҫавӑн пек тыткалама! Утнӑ май вӑл каллех Огнянова сӑмах хушрӗ: — Маттурӑм, каҫар-ха эс мана, ятна манса кайрӑм, хамӑр енче пулсан, ман пата кӗмесӗр ан кай, калаҫса ларӑпӑр… Эсир те пӗччен вӗт, сире те йывӑр. Пурте куҫ илмесӗр пӑхаҫҫӗ. Ӗнтрӗкленмесӗрех каҫ пулчӗ, кун хыҫҫӑн тӳрех тӗттӗмленчӗ, ку эрех ҫулӑмӗпе киленмелли чи аван вӑхӑт. Чипер Катя алӑкран йӑл кулса тухнӑ хыҫҫӑн, мана черет ҫитрӗ. Турӑпа лӑпланмаҫҫӗ. — Апла пиччӗшӗ килчӗ-и-ха вӗсен? Ҫапах та Томӑн ӑшчикки вӑркаса тӑнин йывӑрлӑхӗ кашни кунах пӑртак ҫӑмӑлланса пычӗ. Тен, астрономсем шутланӑ чухне йӑнӑшнӑ пулӗ? Вӑл Атлантика океанне юхса тухакан пӗр-пӗр пысӑк шыва лекессе, ҫак юпӑ хӑй те кимӗ-пӑрахут ҫӳремелле пуласса шанчӗ Дик Сэнд. — Ҫапла вара, сире хӗҫпӑшал илсе килнӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Анчах шухӑшласа тӑма вӑхӑт юлмарӗ: ӗҫлемелли тапхӑр ҫитрӗ. Анчах ун чухне эсир ҫамрӑк пулнӑ-ҫке. Пурнӑҫра пур ҫын валли те ҫутӑ пуррине, вӑхӑт ҫитсен — вӗсем ӑна курассине, унпа чунӗсемпе ыталашассине пӗлсе тӑма пит те аван-ҫке вӑл! — тесе хыттӑн чӑмӑртарӗ. Ҫак ҫынсем геометри чертежӗсемпе фигурисем ҫинчен кӑна шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ҫинчен позов!..» Ватӑ сунарҫӑ хӑй кӗсрине курӑк ҫимешкӗн вӑрӑм вӗренпе кӑкарса хурса, йӗнер ҫинчен сарӑхса кайнӑ кивӗ утиялне илсе кӗчӗ, ҫав утиялӗ унӑн сарса выртма пӗртен-пӗр япали пулнӑ. Ҫӗрӗкскерччӗ ӗнтӗ, нумай кирлӗ-и ӑна? — терӗ. Тинӗссем ҫинчи Аслатипе Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем ҫеҫ часах ҫывӑрса каяймарӗҫ. Гриша пире вестибюльте кӗтсе илчӗ, яланхи пекех чипер курӑнать вӑл, ҫавӑнтах пире хӑй тумланакан пӳлӗмне ертсе кӗчӗ. Тепӗр кун отряд йытӑсем хытӑ вӗрнипе вӑранчӗ. Гленарван ялтах сиксе тӑчӗ. Ҫак аптӑрамалла пулса тӑнӑ ӗҫӗн тупсӑмне унта тупма пулать. Пӑхма намӑс. — Ӗненетӗп тейӗпӗр. Театр съезда кӗрес текенсен ҫирӗм пайӗнчен пӗр пайне те шӑнӑҫтараймасть. Разведчик пӗшкӗнсе сигара юлашкине илнӗ те ӑна майора панӑ. Ыйт, чунтан тархасла, темле нушана кӗрсе ӳк — памастех, кӑвакарнӑ шуйттан. Хӗрарӑмсен костюмӗсем хӑйсен ҫӗнӗлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Ҫеҫенхирти пӗверен ҫиле май хурсем какӑлтатни, кӑвакалсем тӗрлӗрен сасӑпа нартлатни, шыв чӑххисем хурлӑхлӑн йынӑшса кӑшкӑрни илтӗнет. Ку пьесӑра унӑн ролӗ пысӑках марччӗ, ҫапах та вӑл, ман шутпа, ӑна пит аван ирттерчӗ. Ҫапла вара Португали ҫынни Магеллан инҫете ишсе ҫӳреме янӑ Испани экспедицийӗн начальникӗ пулса тӑнӑ, унран малтан пӗр ҫын та ҫавӑн пек инҫе ҫула тухма шут тытман. Вӑл пӗрмаях ҫынсене хыпалантарчӗ. Социализм вӑхӑтӗнче автансем ҫапӑҫаҫҫӗ-ши, ҫук-ши? Ҫитменни ҫине тата адвокатпа калаҫкаланӑ хыҫҫӑн вӑл иккӗленме пуҫланӑ, хӑй чӑн та айӑпсӑр ҫын иккенне ӗненми пулнӑ. Лоуэллпа унан юлташӗсем Марс ҫинче каналсем пур тесе ҫине тӑрса каланӑ. Атя-ха, яра пар, Сергей тӑванӑм! Коперник пурӑннӑ вӑхӑтра тӳпери япаласене пысӑклатса кӑтартакан приборсӑрах сӑнама тивнӗ: ун чух бинокль те шухӑшласа кӑларман. Ҫав лайӑх колхознике, хутор ҫыннисем хисеплекен колхоз правлени членне, усал каласа кӑшкӑрса тӑкнишӗн, ӑна — ӗҫне асӑрханарах тӑрайманнишӗн кӑна айӑплӑскере — сӑтӑрла ӗҫсем тӑвать тесе шанчӑксӑра кӑларнӑшӑн аван мар пулса кайрӗ. Вӑт сире ӑнлантарса паратӑп эпӗ: хамӑн шуйттан леригипе партине мӗнле кӗрӗп-ха эпӗ? Мӗн тӑватӑп эпӗ куҫарнӑ япалапа? Кама кирлӗ вӑл? — Вӑл ҫӗкленӳллӗ темӗнле туйӑмпа аптӑратать, пӑлхатать пулин те — санра хӗрарӑм вӑранать, вара эсӗ пӗтетӗн. Ӑслӑх-тӑнлӑх сивӗлӗхӗ кӑна. — Пуҫ ыратать, — тавӑрчӗ вӑл шухӑшлӑн. Ерофей Кузьмич та ҫула кайма хатӗрлене пуҫланӑ-мӗн; анчах пурлӑхне тивме тытӑнсан, унӑн чӗри хытӑ пӑчӑртанса, ыратса илнӗ. Ҫак факта ниепле те каласа ӑнлантарас ҫук. — Мӗн ятлӑ вӑл? Иван, ухмахскер, илсе хума манса кайнӑ, эпӗ илнӗ те ӗҫсе янӑ… Ҫак ятуллӑ шӑплӑхра вара эпӗ капитанӑн рапорчӗпе юлашки ҫыруне вуласа патӑм: — «… Хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана пите йывӑр. Эпӗ ҫак кичемлӗ ырӑ, ахӑртнех, паян ирхине хӑйсен чылай юлташӗсем ҫухатнӑ пирки хурлӑха юлнӑ пиратсен кӑмӑлне кайнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм. Ҫӳллӗ шанталсемпе тата ҫуртасем лартса тултарнӑ пӗр алтарь умӗнче священник чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса шӑппӑн турра кӗлтӑвать. Анчах кампа ҫапӑҫмалла-ха? Вӑхӑт иртнӗ май ҫил икӗ хут ытларах вӑйпа урса ашкӑнма пуҫларӗ, мачтӑсем паруссен хӑватне тӳсеймесӗр авӑнса анаҫҫӗ, судно хумсен вӑййи пек пулса тӑчӗ. Юрать-ха, пире никам та курмарӗ. Вучахра вут ялкӑшса ҫунать, стенана ҫутатать, стена ҫинче таса Иван Рыльскин вылямалла пек тунӑ турӑшӗ ҫакӑнса тӑрать, ҫӳлӗксем ҫинче йӑлтӑркка сӑрӑпа сӑрланӑ тӑм чашӑк-тирӗксем пур. — Эпӗ те ҫаплах шухӑшларӑм, — тавӑрчӗ ҫамрӑк ҫын. Тӗрӗксен Ахиевӑ ялӗ Бяла Черквапа юнашар. — Суятӑн! Дик Сэнд ӗнтӗ иккӗленме пӑрахрӗ, ун тутисем хӑрушӑ сӑмахсене каларӗҫ: — Африка! Вара пирӗн мӗн тӑвас-ха? Унӑн куҫӗсене юр ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара лартнӑ, ҫилӗ ӑна чарса лартма хӑтланнӑ пек туйӑннӑ, анчах вӑл малалла пӗкӗрӗлсе ларса, пӗрмаях тӑлӑпне хуплаштарса унӑн аркисене хӑйӗн айнелле чиксе, лашине татти-сыпписӗр хӑваланӑ. Темшӗн эпӗ лактометр ҫинелле сывларӑм та, чӗрем хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сикрӗ, лактометра пӳрт патӗнчи юр ӑшне чиксе хутӑм. Сӑнавлӑ ӗҫӗмсем манӑн ун чухнехи вӑхӑтшӑн начарах та марччӗ, темиҫе ҫул каярахпа та акӑ Александр Петрович Сумароков вӗсене хытах ырларӗ. — Андрюша! — чӗнчӗ амӑшӗ кухньӑран. Анчах пит хусканӑвӗсенче, тути хӗррисем час-часах турткаланса илнинче, пӗрмаях сиккелекен куҫхаршийӗсенче темӗнле тӗлӗнмелле ҫывӑх та пӗр пекрех паллӑсем пур; ҫавнашкал паллӑсене пулах курпунлӑ ҫынсенчен те нумайӑшӗ тӑвансем пекех пӗр сӑн-сӑпатлӑрах пулаҫҫӗ. Тӗнчери революци патнелле ҫывхарсах пыратпӑр-ҫке-ха. Миҫе ҫул пӑхса ҫитӗнтертӗм те эпӗ ҫав ӑрсурник Тома, палламастӑп пулать-и вара эпӗ ӑна? Гарпина, урайсене ҫу. — Эсир ӑнланмастӑр-им, Зеб? «Пилигрим» куҫ умӗнче ҫӗкленсе ҫӳллӗленсе пыракан ҫыран еннелле ишрӗ. — Кайран тата калаҫӑпӑр-ха. Ҫулҫӳревӗн ҫак пайӗ этемлӗх пуҫланнӑранпа Вӑтаҫӗр Африкӑна хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫ ҫыранне ҫити пӗрремӗш хут урлӑ каҫнине вӗҫлекен ҫул пулнӑ. Тата, — самантлӑха шӑпланнӑ хыҫҫӑн, Говэн ҫапла хушса хучӗ. — Хӗрарӑм? Мӗн туса хутӑр эсир хӗрарӑмсене? Пухура пулнисене вӑл ехусем ӑҫтан тухса кайни ҫинчен калакан авалхи предани пирки асӑрхаттарнӑ. — Акӑ пират пул ӗнтӗ ҫакӑн хыҫҫӑн! — терӗ ҫамрӑк моряк. — Мӗн терӗн? — тесе ыйтрӗ ученый. — Эх, йыт ҫурисем, ӳкӗнӗҫӗ ан пултӑр тесе, пӗрер хут та пулин тӑшман ҫине персе пӑхмаллаччӗ, унтан вара тармаллаччӗ, — ӳкӗтлерӗ таркӑнсене Марин пичче, хӑй хыҫалтан пӑшалпа вӗсене окоп патнелле хӑваласа пычӗ. Пирӗн вӗсене хирӗҫ тӑрса ҫапӑҫмалла пулсан тата халӑх хушшинче пӗр-пӗрне ҫӗҫӗсемпе чикме пуҫласан вара, тен, хулана каҫ пуличченех ҫунтарса ярӗҫ. Тепри хӗвелҫӑврӑнӑшне тӗпӗнченех касса пуҫтарать — аври хутма юрать имӗш. — Кӗрсе курар эппин, — сӗнчӗ Давыдов, Лукашка картишне пуринчен малтан кӗрсе. — Эпӗ хам. 1) Чи малтан Конституци проекчӗн 1-мӗш статйи пирки сӗннӗ тӳрлетӳсем ҫинчен. Ирхине карчӑкӗпе иккӗшӗ апатланмалли пӳлӗме кӗрсен, ачисем пурте, тенкел ҫинчен тӑрса, вӗсене сывлӑх сунаҫҫӗ, ваттисем вырнаҫса ларнӑ хыҫҫӑн тин каялла лараҫҫӗ. Мӗнпе пӗтӗ-ши ку? Тит хӑйӗн ҫинҫе урисемпе вырӑн патне утса пычӗ те аллисемпе сулкалама пуҫларӗ, унтан, маччана ҫити ӳссе, ҫил арманӗ пулса тӑчӗ. Анчах та довереннӑй Соболев кун пек хута чӑннипех, хӑҫан тата хӑш кантурта аттене панине эпӗ, Андрей Дубровский, пӗлейместӗп, мӗншӗн тесен эпӗ ун чухне пӗчӗк ача пулнӑ, ҫав имени пирки ҫирӗплетсе панӑ хутне атте вилнӗ хыҫҫӑн тупаймарӑм, кил-ҫуртри пурлӑхпа тата ытти хутсемпе пӗрле ку хут 17 … ҫулта пулнӑ пушар чухне ҫунса кайнӗ, тесе шутлатӑп. Тепри консерв уҫрӗ. Гусев ҫур кӗленче спиртне миххинчен туртса кӑларчӗ. Ч. фотоӳкерчӗкӗ ҫеҫ юлнӑччӗ, ӑна эпӗ Катяна патӑм. Мӗншӗн тесен Боримечка калаҫма тытӑнчӗ, — шӳтлерӗ Остен. Тепӗр минутран чупса тухрӗ те хӑйсенне хушрӗ: — Ачасем, ҫул ҫинчи пулемёта илӗр, пан атамана иртсе кайма ҫул парӑр. Ҫавӑнпа та эпӗ таможня чиновникне Бальнибарби ҫыранӗсем патӗнче карап ҫӗмӗрӗлсе кайнипе мана Лапута е Вӗҫекен утрав ҫине илни ҫинчен (ҫак утрав пирки таможня чиновникӗ час-часах илтнӗ), халӗ Японие ҫитме ӗмӗтленсе, унтан хам тӑван ҫӗршыва таврӑнмашкӑн майлӑ вӑхӑт тупӑнасса шанни ҫинчен каласа патӑм. Мӗнле кӗнеке пулнӑ пулӗччӗ! — Тен, эсир «Роброя» вуланӑ та ӗнтӗ? — Эсӗ чирлесен, манӑн сана сыватмалла пулсан, йӑнӑш тумалла ан пултӑр. Хӗрӗ хӑйӗн пуҫне шанӑҫлӑн, пӗтӗм кӑмӑлӗпе ҫамрӑк вӑрӑ-хурах хулпуҫҫийӗ ҫине усрӗ. Англо-французсем мӗнле? Тинӗс ҫийӗ инҫетре пӗлӗтпе пӗрлешнӗ. — Юрату-и? — Ҫук, — илтӗнет йӑваш та, анчах хытӑ каланӑ ответ. Роберт тата пӗр тӗлӗнмелле чӗрчун персе ӳкерчӗ; ӑна армадилл теҫҫӗ, вӑл сахал шӑллисен ҫемьине кӗрекен броненосец, панцырьпа витӗннӗскер. Унӑн панцырӗ хускалакан пӗчӗк пластинкӑсенчен тӑрать. Ҫакӑн пек каланӑ хыҫҫӑн, капитан чӗлпӗре туртӑнтарать те хӑй тин ҫеҫ килнӗ сукмак ҫинелле лайӑх ҫавӑрӑнса пӑхать. Юлашкинчен, 1813 ҫулта ӑҫтан каҫса каймаллине Сиднейран хӗвеланӑҫ еннерех шыраса тупнӑ. Дуванкойра кӗпер ҫинче эрех сутса тӑракан салтакран илнӗ 2 курка эрехе ӗҫсе кӑштах хӗрне Николаев тилхеписене турткаласа пырать, Бельбек тӑрӑх Севастополе каякан ҫулпа пыраҫҫӗ вӗсем, ку ҫул ҫине тӗллӗн-тӗллӗн йывӑҫ мӗлкисем ӳккелеҫҫӗ, чуллӑ ҫул ку, ҫавӑнпа вӗсен урапи хӑлт-халт тукаласа пырать, пиччӗшӗпе шӑлнӗ, урисене пӗр ҫӗрелле туса ларнӑ та, пӗрмай пӗр-пӗрин ҫинчен шухӑшласа, ҫаплах-ха ним чӗнмесӗр ларса пыраҫҫӗ. Эпӗ Грецире пулнӑ! Ҫынсем кӑткӑсем пек кӗшӗлтетни, кӑшкӑрашни, шаккани те ҫав пысӑк кӗлеткеллӗ ҫынна вӑратаймаҫҫӗ. Вӑл ҫынсене юратакан, ҫӗнӗ ҫынсемпе калаҫма, вӗсенчен ҫӗнӗ хыпарсем ыйтса пӗлме тӑрӑшакан этем пулнӑ пулас. Маша Эпӗ япаласем ҫине епле пӑхассинче пулнӑ улшӑнусенчен пӗри кӑна мана шалтах тӗлӗнтерет: эпӗ пӗр горничнӑя хӗрарӑм тарҫӑ вырӑнне хума пӑрахрӑм, хам канӑҫлӑ та телейлӗ пуласси мӗн чухлӗ те пулин ҫав хӗрарӑмран килет тесе шутлама пуҫларӑм. — Турт ӗнтӗ, эсрелӗ! — тесе кӑшкӑрать Билл, хӑй юлташӗ ним те туманнинчен тӗлӗнсе. Шалта сӗм-тӗттӗм, шӑп. Анчах йӗпе-сапаллӑ ноябрьте темӗскерсем пулса ирте пуҫларӗҫ. Ҫапла, Гек, вара эпӗ хам карса ятӑм. — Турӑ мӗн парать. Кайран паллӑ пулса тӑрсассӑн, мӗн тумалла? — Мана ҫутӑ кирлӗ, ирӗк тавралӑх… Эпӗ ура ҫине тӑрса ҫӳлелле сикрӗм, челнок шыв айне пулчӗ. Пуш хир ҫийӗн, ҫӳллех те мар, хӗрлӗрех сивлек ҫӑлтӑр ҫакӑнса тӑрать. — Эпӗ каланӑччӗ сире, — тесе пуҫларӗ ученый, — Кӑнтӑр Америкӑран хӗвеланӑҫнерех вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче Тристан д'Акунья утравӗсем вырнаҫнӑ. — Пилӗкҫӗр-и? Вӑл ман алла хыттӑн чӑмӑртарӗ, вара, куҫҫуль тухнӑран сасартӑк ӗсӗклесе илсе, Любочкӑна хура пуҫӗнчен икӗ аллипе ярса тытрӗ те куҫӗнчен чуптума тытӑнчӗ. Пухӑва Гремячи ҫыннисенчен ҫурри кӑна пынӑ. Ӗҫ, ахӑртнех, тин ҫеҫ пуҫланнӑ. Арто, кил кунта!.. — Каҫарӑр! — мӑкӑртатса илчӗ Женя. Ӗҫ пур, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Хамӑн ӗҫе тапратсан… Кам вӑл? — Анчах вӑл укҫа ӑҫтан тупать-ха? — тӗлӗннӗ Вэра. Унӑн алли Санин аллинчен кӑшт пӗчӗкрех, анчах чылай ӑшӑрах, якарах, ҫемҫерех пулнӑ. Вӗсем пурте ҫӗнӗ ҫынсем, ҫапах та нимӗн те туман. Сайра-хутра ҫеҫ вӗсем, шухӑшӗсене сирсе ярас тесе, ҫак сехетре кирлӗ мар, ниме пӗлтермен сӑмахсемпе перкелешсе илкелерӗҫ. Ҫапла калама та лайӑххӑн ӗлкӗреймерӗ голова, каллех алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнчӗ. Ку ӗнтӗ дьяк сасси. Тухса утрӗҫ. Лашисене вӗҫертсе илчӗҫ. Вуласа пӗтерсен, прокурор каллех ларчӗ. — Эсӗ ӗлӗкхи пекех-им? Мӗн тума пултарнӑ-ха эпӗ унпа, айван ҫынпа? Ахалӗн ҫав хӗрарӑм хӑйӗн кӑмӑлӗ ҫинчен ҫавӑн пек пит уҫҫӑн мӗншӗн ҫыртӑр-ха? Апла ҫеҫ те мар: эпӗ ҫавнашкал усал сывлӑш пулнӑ пулсан, леш лампӑллине мура кайтӑр тесе алӑ сулнӑ пулӑттӑм. Вӑл унта темӗнле шӑвӑҫ таткине сӑтӑрать те, манӑн вара хамӑн ӗҫе пӑрахсах ун патне килмелле имӗш! Кун пирки шухӑшламастӑп та эпӗ, анчах укҫа шучӗ тухмасть-ҫке — ҫавӑ шухӑшлаттарать мана! Ку вӑхӑтра эпир Король урамӗнчи ҫуртра пурӑннӑ пек, акӑ эпӗ хамӑн пӳлӗмрен пусма тӑрӑх лӑпкӑн ирхи апат тума анатӑп, паян пирӗн Гретхенпа иксӗмӗрӗн туй пулмалла пек. Лӑпкӑ самантра ҫаксем манӑн шухӑша епле ан кӗччӗр-ха? — Эх, анра пуҫ, тӗк тӑпӑлтарма тӗрме пӳлӗмӗсем тӑрӑх хурсем чупса ҫӳремеҫҫӗ вӗт! Хам каланӑ пьесӑри пекех, сасартӑк пурте хӑйсен вырӑнне йышӑна-йышӑна тухрӗҫ, вара манӑн пуҫӑма манӑн пуласлӑхпа ӗҫӗмсем ҫинчен питӗ ҫӑмӑл шухӑшсем килсе кӗчӗҫ. Кунтах ҫӑмӑл аманнисемпе чирлисем сӗнкӗлтетсе пыраҫҫӗ — вӗсем час та часах, ахлата-ахлата илсе, е йывӑҫсенчен, е юнашар утакан юлташӗсенчен ярса тытаҫҫӗ. Аристократсем ҫинчен те, священниксем ҫинчен каланӑ пекех: пирӗн майлӑ пулсан — вӑл лайӑх ҫын, — теме пулать. — Мӗн ҫинчен шутласаттӑмччӗ-ха халь эпӗ? Кӑштах ҫӗкленчӗк сӑмси, кӑштах тӳрех мар ҫӑварӗ ачаннилле ҫепӗҫ. Эп сана калап вӗт-ха аван мар тесе. — Хӑй ҫавӑн йышши ӗнтӗ, ваше благородие, ухмахрах салтак вӑл Мельников. Анчах та урисене электризаци тума салтсан, урасем ҫинчи хӑрушла хӗрлӗ тӗс пӗр чарӑнмасӑр ҫӳлеллех хӑпарса пынине курсан, кашнинчех унӑн куҫӗсем хӑранипе чарӑлса кайрӗҫ. Ӑна райкомол бюровне тата губком составне те суйларӗҫ. Сасартӑк тӗлӗкре темтепӗр, нимӗн майсӑр япаласем курнӑ хушӑра кушак салхуллӑн мяуклатни илтӗнсе кайрӗ. Пичче малалла пӗшкӗнсе, япаласен ҫыххи куҫран ҫухаличченех хӗпӗртенӗ куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн утрав ҫинче пысӑк канашлу пухнӑ, ҫав канашлӑва магнит патӗнче ӗҫлекенсене те пыма ирӗк панӑ. Эпӗ ҫавӑнтах Татаринов капитанӑн экспедицийӗн юлашки вӗсем ҫӗр ҫинчех ӑҫта та пулин юлчӗҫ пулсан ӑҫта вӗҫне ҫитнине кӑтартса патӑм… … Сана никам та вӑйпах качча парас ҫук, — терӗ. Корчагин каллех персе ячӗ. Эпӗ вара, ҫыранран е карап енчен килекен пӗр танлӑ та тикӗс тусем евӗрлӗ хумсем шӗвӗр тӑрӑллӑ, аяклӑ тата айлӑмлӑ пӗр пек мар сӑртсен евӗрне килнине асӑрхарӑм. — Чарӑн, Джон, — терӗ Мерри. — Пирӗн пата апла. Ҫак ҫӗршывра чӗлхе яланах улшӑнса пынипе пӗр ӗмӗрте ҫуралнӑ струльдбругсем тепӗр ӗмӗрте ҫуралнӑ струльдбругсене аран-аран ӑнланаҫҫӗ. Икҫӗр ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн, вӗсем уйрӑм пуплевсемсӗр пуҫне йӗркеллӗ калаҫма та пултараймаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнче те ют ҫӗршыв ҫыннисем пек шутланаҫҫӗ. Мӗн килте ларас-ха! Ун ҫине пӑхсан, вӑл хӑй шӑпине пӗр хирӗҫмесӗрех парӑннине куратӑн. Лида, ботинкисене хывса пӑрахса, кровать ҫине хӑпарса выртрӗ те тӳрех ҫывӑрса кайрӗ. Капитан Фома ҫине тарӑхнӑ, вӑл хӑйне нарастаран кӳрентернӗн шутланӑ; анчах, ҫав вӑхӑтрах, хӑйӗн ҫинче ҫирӗп те чӑн-чӑн хуҫа аллине туйса илнӗ. Люба, сӑмах ҫине нимӗн те ответлемесӗр, чей чашӑкӗсене вырнаҫтаркаланӑ. — Манӑн вӑтӑр пилӗк ҫухрӑм лашапа тата сакӑр сехет пуйӑспа каймаллаччӗ. Анчах кӗҫех пӑхса ытамлайми мӗн пур тӳпере ҫӑлтӑрсем, симӗсрех тӗслӗ, ҫиҫкӗнчӗк ҫӑлтӑр ушкӑнӗсем сапалана-сапалана акӑнчӗҫ. Ман чунӑма таткаласа тӑкӑр луччӗ! Вӑл упӑшкине ҫулталӑкра икӗ кун, виҫӗ кун ҫеҫ курнӑ, ун хыҫҫӑн вара ун ҫинчен темиҫе ҫул хушши нимле хыпар-хӑнар та илтмен. Ах, Негоро Томпа ун юлташӗсем ҫинчен тӗрӗсне каларӗ ҫав. Августӑн 8-мӗшӗнче, чура суту-илӗвӗн хӑрушӑ енӗсепе хӑй куҫӗпе курнӑ хыҫҫӑн, Ливингстон тухтӑр, — ку хутӗнче темиҫе сипайпа негрсем ҫеҫ пулнӑ унпа пӗрле, — Ньяса кӳлли хӗрринчи Мокалаозене ҫитнӗ. Эпир чаршав хыҫӗнче… урайӗнче… Мулкач тӑлӑпне, ҫӗнӗскернех, вӑл хӑй ҫине тӑхӑннӑ чух ҫурса пӑрахрӗ вӗт, усал! Гусев уйланать: «Э-эхе… эпир те курнӑ ку япаласене». Эпир Англи айӗнчен, Ламанш, Франци, кам пӗлет, тен пӗтӗм Европа айӗнчен те иртсе кайнӑ пулӗ. Эпӗ — балра анаслакан ҫын пек, хӑйӗн карети килеймен пирки ҫеҫ вӑл киле каймасть. Эпӗ кунти халӑхпа килӗштерме пулать тесе яланах шутланӑ, унпа йӗркеллӗ калаҫни ҫеҫ кирлӗ. Ҫакӑ вара вӑл те инструментран, те хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗнчен тем ыйтнӑнах туйӑнса кайрӗ. Анчах Нагульнов нимӗн пулман пекех сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ҫавна, манӑн шухӑшӑмпала, намӑсне витме ҫакса янӑ. Пӗри, астумасӑр, ик аллине те ҫӗкленӗ. Мӗн шутлать? Вӑхӑт иртерех пулнӑ-ха, кӑнтӑрла ҫеҫ ҫывхарнӑ, анчах ҫапах та питӗ шӑрӑх пулнӑ ӗнтӗ; ҫул ҫинчи хӑйӑр та, уҫӑ сывлӑш та вӗриленсех пынӑ. Мӗкӗрсе, аҫа-ҫиҫӗмле кӗрлесе улӑпла ҫӑмарта кактус уйӗ тӑрӑх тилӗрӳллӗн сикет. — Йӗнер пускӑчӗ ҫине тӑр, тусем хушшине илсе каятӑп, хӗрӗм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк, усал шухӑшсене сирсе ярас пек туса тата хӗрсем хушшинче лашине вылятса. Тата хытӑрах ҫилленсе ҫитрӗ Павка Прохошка ҫине, пӗтӗм йӗри-таврари пурӑнӑҫ йӗрӗнчӗклӗн, чун чӑтайми тирпейсӗрӗн туйӑнса кайрӗ. Тупа тусах калатӑп сире! Эпӗ сиксе тӑтӑм, лампӑна ҫутса ятӑм, кӑранташсемпе карттӑсем хунӑ сӗтел патнелле ыткӑнтӑм. — Астумастӑп, Ромашов пулмалла, — терӗ вӑл, йӗрӗннӗ пек пулса. Кашта ҫӳллӗ, хулӑн пӗренесенчен тунӑ. Ҫурхи ӗҫсемпе тӑрмашса темиҫе кун иртнӗ хыҫҫӑн, хирӗҫсе кайнӑ туйӑмсем Фоман лӑпланнӑ пек пулнӑ. — Ӑна ӗнтӗ вӑл хӑй ҫеҫ пӗлет пулмалла. — Ак эсӗ, савнӑ тусӑм, юсанма килтӗн, сана илемлӗх, тусем, чечексем, тинӗс кирлӗ, а ку — тутасене сӑрлани те куҫхаршисене юсани ҫеҫ. — Якши, — терӗ комендант, — эпӗ сана калаҫтарӑп. — Кам пек? — Ҫук, ҫуккӑ. Эпӗ Луиза Райтран унӑн паспортне илсе, тусем ҫине канма кайӑп. Питӗ аван. Пугачев крыльцо ҫинчен анчӗ. Ун умне лаша ҫавӑтса пычӗҫ. Вӑл, хӑйне утлантарма пулӑшасшӑн пулнӑ казаксене кӗтмесӗрех, йӗнер ҫине вӑр-вар улӑхса ларчӗ. — Эпӗ Генри Пойндекстере вӗлернӗ вырӑн ҫинчен калатӑп. Ҫын питне вӑтаннӑ пекле пальто ӑшне пытарса лартнӑ. Эсӗ курман та-и, тен? — ыйтрӗ вӑл. — Тархасшӑн, Нагульнов юлташ, анчах яшкара чӑх тутлӑрах, кирек хӑшне суйла, арӑмӑн вӗсем шуйттан чухлех!.. Сана унта темле урӑхла чӗнеҫҫӗ… Каҫарӑр, мистер Джеральд, — терӗ татах ҫамрӑк хӗр, пичӗ унӑн кӑшт салхуланчӗ. — Кам пулатӑн эсӗ, Том Морган? Ку чӑнах та ытла та ӑнланмалла мар пулчӗ. Киркӑпа кӗреҫене тӗмсем ӑшне пытарӑпӑр. Артурпа ҫав ыйту пирки калаҫасран ӑна темӗнле шиклентерекен шухӑш чарса тӑнӑ. Артурпа унӑн хушшинче тӗпсӗр ҫырма пулса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Вӑл сӗт илсе килнӗ чухне Пӑван ӗнтӗ плащ тӑхӑннӑ тата Мартини илсе килнӗ сӑран гетрсене тӳмелесе тӑрать. Хӑйне тыткаланинчен, хӗрлӗрех сухалӗ тӑрӑх ӑна англосакс йӑхӗнчен тухнӑ ҫын теме юрать пуль. Унта халь никам та пурӑнмасть ӗнтӗ, хӑйӑр ҫинче ҫак вырӑнсене савса килекен пӑлансен, кашкӑрсен, мулкачсемпе фазансен йӗрӗсем ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ. Тата йывӑр япаласем пурте, хӑйсем пит нумай пулин те, тӗреклӗн выртмастчӗҫ, тӗреклӗ ларма тирӗке шыв чӳхентернӗ пек, вӗсем мана суллантарса тӑратчӗҫ. Кунта нимех те тӗлӗнмелли пулман, мӗншӗн тесен капитан питех кӑмӑллӑн калаҫмарӗ. — Часах кунта сичевой стрелоксен дивизийӗ килмелле. Халичченех вӑл Крым вӑрҫи вӑхӑтӗнчи пальтопа ҫӳрет-ха, кӑштах французла перкелешем пек те тӑвать, анчах ун чӗлхинче французсен пӗр ҫӗнӗ сӑмахӗ те хутшӑнман. — Ну, эсӗ акӑ мӗн… ку ӗҫе ан хутшӑн… — урам хушшинчех чарӑнса тӑрса йӑлӑнчӗ Макар. Рада йӑлтах аптраса тӑчӗ. «Вӑл кунта, вӑл юратать… тата мӗн кирлӗ-ха?» Вӑл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Ҫын вӗлерет, — тенӗ Тихон лӑпкӑн; Пирӗн ӑна носилкӑпа ҫӗклесе каймалла пулчӗ. Пӑрахут ӑҫта? Августӑн 27-мӗшӗ Паян Корчагинӑн суранне пӑхрӗҫ. Анчах Артёмӑн ҫапӑҫас шухӑш ҫук-мӗн; вӑл сӗтел ҫине чавсаланса ларнӑ та, Павка ҫинчен куҫне илмесӗр, ни кулӑшла, ни йӗрӗнсе тенӗ пек пӑхать. Тӗлӗннӗ Кондрат куҫ харшине ҫӗклерӗ, анчах Макар ҫумӗнче нимрен хӑрамасӑр ларакан Ҫӑрттан халӗ ӗнтӗ ӑна сасартӑк икӗ «мулкач» кӑтартрӗ. Гленарван фургон патне кайма шутланӑччӗ, ҫав вӑхӑтра таҫтан инҫетрен лаша кӗҫенсе яни илтӗнчӗ. Тата ӗнтӗ каҫ та пулчӗ, вӑл, тен, магазинран кайрӗ те пуль ӗнтӗ». Чӑнах та ҫав, кунти пур япала та вӗсемшӗн ют, ҫӗнӗ, паллӑ мар, пӗр ҫак вут пек ҫунакан ҫутӑ чӑмӑрккана ҫеҫ вӗсем ӗлӗкрен кураҫҫӗ, паллаҫҫӗ. Тӳпере пирвайхи ҫӑлтӑрсем ҫиҫетчӗҫ, вӑл тулли витре йӑтнӑ та: «Ясек лаша шӑварать — Кася шыв ӑсма анать» — тесе юрласа пырать; хӑйне питӗ кичем; инҫетри ҫӗршыва вӗҫсе каяс умӗн салхуллӑн юрласа ларакан чӗкеҫ ҫапла хуйхӑрать пулӗ. Гленарван чӗркуҫленсе ӳкрӗ, вара ачана кайӑк чӗрнисенчен ҫӑлса илсен, ӑна курӑк ҫине вырттарчӗ те, хӑлхине унӑн кӑкӑрӗ ҫине хурса итлеме пуҫларӗ. Халех путса вилесси, таҫта тӗттӗм ҫӗре, пулӑсемпе тӗрлӗрен путсӗр чӗрчунсем хушшинче, тинӗсӗн юшкӑн ларнӑ тӗпӗнче выртасси ҫинчен шухӑшласан, унӑн чунӗ ҫӳҫенсе кайрӗ. Ҫул ҫине тухиччен малтан пӗр питӗ пысӑк ыйтӑва пӑхса тухма тивет: Анд сӑрчӗсен урлӑ хӑш тӗлтен каҫмалла пулать-ха? Пӗр ӑнланмалла мар туйӑм ӑна ҫырана илсе тухрӗ, халь тепӗр чун сасси вӑрмана шала илсе кӗрет. Арӑма вара пушшех нимех те тӑваймастӑп. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, тусӑмсем! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван, — хӑйӗн юлташӗсене сассипе тата аллине сулнипе хавхалантарса. — Атӑ пӗтӗмпех тӑпӑлса тухрӗ, — ӑнлантарса пачӗ Павел хӑй мӗншӗн кухньӑра ларнине. Ҫавӑ уншӑн ытах та ӗненмелле мар пек, ытах та тӗлӗнмелле пек туйӑнса кайнӑ пулӗччӗ. Ӑна вӑрҫа илмесен те пултарнӑ та, анчах вӑл килӗшмен, ҫинчен тата пӗтӗм институчӗпе пӗр ҫын юлми халӑх ополченине ҫырӑннӑ. Чиркӗвӗн ҫав сикекен усал чирӗнчен хӑтӑлӑр — эпӗ сире ҫутӑ тӗнчене илсе кайӑп. Папа IX Пий престола ларнӑ хыҫҫӑн Папа облаҫӗнчи политикӑллӑ преступниксене амнисти панӑранпа икӗ эрне иртнӗ пулсан та, ҫав амнистие пула пӗтӗм Итали либералла савӑнса хавхаланнӑ. Ҫак самантра сасартӑк Негоро темле хирӗҫ тӑма май ҫук вӑй хӑйне палуба ҫинелле пӗкнине туйса илчӗ. — Эпӗ. Съезд иртен пуҫласа каҫченех пырать, ҫакна пула Павел Ритӑна тепӗр хут юлашки заседанире ҫеҫ курчӗ. Серёжӑпа пӗрле икӗ красноармееца утӑ шырама ячӗҫ. — Анчах мӗншӗн пӗрре те тухса каламарӑн вара пухура? — Ҫул ҫине хӑҫан тапранӑпӑр? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Сирӗн пӗлесчӗ пирӗн ҫӗршыв мӗнле пуяннине! Ҫав вӑхӑтра Джемма хӑйӗн аллине Пӑванӑн сивӗ пӳрнисем чӑмӑртаса илнине туйрӗ. Ирччен икӗ тетрадне те вуласа тухса, хутпа чӗркесе хучӗ. Вӗсем вилнӗ ҫын патне кӗрсе пуҫ тайрӗҫ, унӑн тӗксӗмленсе кайнӑ питӗнчен хӑрарах, иккӗленерех пӑхрӗҫ. — Вӑл хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ, ҫак танлаштару ӑна хӑйне те лайӑх мар пек туйӑнчӗ пулас. Эс ӑнланатӑн-и, пулать-и ҫавӑн пек? Чи кирли, кисретекенни халӗ — вӑл каллех «Ҫӑлтӑрсен ҫутинчен ҫуралнине» курать. Чӗтрекен шыв пӗрчисемпе витӗннӗскер, бассейнран вӑл йӑлт уҫӑлса, сивӗнсе те пушшех чечекленсе тухнӑ. Пуринчен ытларах манӑн сывлӑшри утрав ҫутҫанталӑкран килекен сӑлтавсемпе е этем хӑй хайласа тунӑ сӑлтавсемпе куҫса ҫӳрени ҫинчен пӗлес килчӗ. Ҫакӑн ҫинчен сире халех каласа паратӑп. Эпир пурте, ҫак сӑмахсенчен шикленсе, шӑплантӑмӑр.. — Эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп, — эпӗ тӳрӗ каланишӗн ҫеҫ ан ҫилленсемӗр, эсир ку калаҫӑва хӑвӑр пуҫласа ятӑр вӗт, — вӑл «Ҫӗҫӗсем» текен организаци мар пулӗ? — ыйтрӗ Джемма. — Мӗншӗн эсир вӑл организаци мар пулӗ тесе шанса тӑратӑр? Имшеркке ҫак халӑх хушшинче Гусев улӑп пек курӑнать. Володя мана саламларӗ, халӗ эпир виҫмине яла кайма пултарни ҫинчен кӑна ним пулман пек каларӗ. — Вӑл сан ҫумра-и? — Ку разведка политрукӗ-им, вулаканни? — тесе ыйтрӗ комиссар. Мексикӑран тарнӑ рабочисен эртелӗсем хӑйсен пӗчӗк ӗҫ укҫинчен ҫуррине панӑ. Шывра хӑма татӑкӗсем пайтах ишсе ҫӳреҫҫӗ; вӗсене хум ҫыран хӗрринех илсе килет те каялла юхтара-юхтара каять. Часах Вавжон вӗсене хӑйне кирлӗ чухлӗ тытрӗ. Унталла, хунар ҫути еннелле, кайма кирлӗ мар, унта вутӑ лупасӗ ҫеҫ… Айӑккинчи куреньре тӑракан Степан Гуска, ҫакна курса, пуҫне лаша мӑйӗ ҫумне пӗшкӗртсе аллинчи йӑлмакӗпе ун ҫулне пӳлме вӗҫтерчӗ, майлӑ вӑхӑт тупрӗ те, пӗрре ывӑтсах ун мӑйне йӑлмак тӑхӑнтарчӗ. Вӗсем манпа калаҫса ҫав тери хавхаланатчӗҫ, мана вӗсем тӗрлӗ ыйтусем паратчӗҫ, эпӗ вара хам пултарнӑ таран вӗсем мӗн ыйтнине ӑнлантарса параттӑм. Вӗсем карапа пӑрахса тухнӑ самантра вӑл ҫыранран ҫӗр ҫитмӗл ҫухрӑмра юлнӑ, вӗсем вара пӑрлӑ пушхир тӑрӑх икӗ пин ҫухрӑма яхӑн кайнӑ, мӗншӗн тесен юхӑм вӗсене ҫӗр патӗнчен хӑваласа пынӑ. Ҫулла фабрикӑна пырсан, вӑл амӑшӗ ҫине прислуга ҫине кӑшкӑрнӑ пекех кӑшкӑрнӑ, ашшӗпе шӑл витӗр калаҫнӑ, кунӗ-кунӗпе кӗнеке вуланӑ, каҫхине хулана, тетӗшӗ патне кайнӑ, унтан ӑна ылтӑн шӑллӑ тухтӑр Яковлев ӑсатнӑ. Вут пек ҫунать-ҫке вӑл! Часах Том ҫӗр айӗнче кӳлӗ шыраса тупнӑ, унӑн аран ҫеҫ палӑракан ҫыранӗсем тӗттӗмелле кайса ҫухалнӑ. Нимӗҫ пӑртак пуҫне ҫӗклерӗ. Пӳлӗме Дора, унпа пӗрле тата темиҫе ҫын пырса кӗчӗҫ. Асламӑшӗ хӗрарӑм тарҫа чӗнсе илчӗ: — Пена, куҫу курми пулнӑ пуль! Анчах арӑмӗ упӑшки ыйтнинчен калама ҫук хытӑ тӗлӗннӗ, нимле чул та илмен тесе тупа тунӑ. Ҫӗнӗ мар пулин те, пурте тӳрӗ, таса, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӳлӗ крыльцаллӑ тата пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнсах лармаҫҫӗ, сарлака урамсемпе тӑкӑрлӑксем тӑрӑх ирӗккӗн те илемлӗн вырнаҫса тухнӑ. Иккӗшӗ те вӗсем, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр, чылайччен чӗнмесӗр выртнӑ. Ҫакна курсан, Давыдов ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗ. Панночка кулса ячӗ, хӗрсем кӑшкӑра-кӑшкӑрах ҫӑхан пулса выляканнине хӑйсемпе пӗрле сӗтӗрсе кайрӗҫ. — Акӑ куратӑр-и, юлташсем! — терӗ вӑл сасартӑках сцена варрине сиксе тухса. Пур ҫӗрте те мӑрьесенчен тӗтӗм явӑнать. Пурнӑҫӑн хаваслӑ, васкавлӑ чӗрӗлӗвӗ хускални сисӗнет пур ҫӗрте те. Вӑл вӑхӑтра Бопре ним туйми, пӗр айӑпсӑр тенӗ пекех, ыйха хӗртет. Эсӗ мӗншӗн пӳрнӳна?.. — Пӗтӗмпех! Арҫын ачасемпе хӑтланатӑн? Тухӑҫ та, анӑҫ та ӑна пуҫ ҫапса пурӑннӑ, тинӗссем-шывсем урлӑ ӑна парне-кучченеҫ яра-яра панӑ, чӗркуҫленсе ӳксе халиф тронӗ умӗнче таса ятсене асӑннӑ. Чимӗр-ха, савӑнтарам эп сире: михӗре тата темскер выртать, сысна мар пулсан та, пӗр-вӗр сысна ҫури е урӑх чӗр-чун. Алӑкран тухсан, Гальвей ҫынни мустангер лаша ҫинче ларнине курах кайнӑ. Лена хӗрелсе кайрӗ; тутисем унӑн чӗтреҫҫӗ. — Н-ну, — терӗ тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик хӑлхана хупласа лартмалла хыттӑн, Якова сухалӗнчен тытса, ӑна аялалла туртса, ҫапла майпа хӑйне пуҫ тайтарса. — Каҫару ыйт, ухмах! Кашни сӑмахне каламассеренех, вӑрӑммисене тата икке пайласа каласа, вӑл Яков сухалне аялалла туртрӗ унтан янахӗнчен хуллен кӑна чышса, ӑна ҫӳлелле ҫӗклеттерчӗ. — Тӗрӗс. Ҫак вырӑнтан лерелле вара йӗрсем кайман: кунтан, икӗ лаши те ҫавӑрӑнса, каялла кайнӑ. Тухса кай теҫҫӗ, ну? Тен, Атакама тӳремсӑртлӑхӗ чӑн та, Гаррис каланӑ пекех, хӑйне евӗрлӗ вырӑн? Атакама Кӑнтӑр Америкӑри Анд тӑвӗсемпе Лӑпкӑ океан ҫыранӗ хушшинчи пысӑк пушхир пулнине ҫеҫ пӗлет вӗт-ха Дик. Унӑн тутисем кулаҫҫӗ, куҫӗсем кулаҫҫӗ, питҫӑмарти ҫинчи путӑксем те кулаҫҫӗ. Эпир ҫул ҫухатман вӗт? Лось кулса ячӗ: — Ҫук, эпӗ харкам хамшӑн кӑна йывӑр. — Пурте чипер мар-и? — Каҫхи апат ҫимелле те ҫывӑрма выртмалла! — Ильяпа ятлаҫрӑн-им эсӗ? Кӑштах тӑрсан, унпа пӗрле икӗ жандарм килсе кӗчӗҫ, иккӗшӗ те ҫиллес, плащӗсене юр сӑрнӑ. Касьян чӗтренсе илчӗ. Хӑйсем мӗнле тӗллевпе килни ҫинчен хӑнасем пӗлтермерӗҫ, анчах вӗсен ҫирӗп те пӑлхануллӑ сӑн-пичӗсем нумайӑшне ӑнланса илме пулӑшаҫҫӗ. Том куҫҫульне ҫӑтса ячӗ те шӑппӑн:— Пӑх-ха, Гекки, пӑх! — вӑл пирӗн паталла ҫурӑмне кӑтартса тӑрать! — терӗ. Эпӗ пулни-иртнине тепӗр хут аса илтӗм… тепӗр куннех хамӑн «савние» кайса курма хама хам сӑмах патӑм. Анчах халӗ Никитӑшӑн пӗр хӑй кӑна ашшӗне чӑн-чӑн юратупа, пӗтӗм чӗререн юратнӑ пек туйӑннӑ, вӑл хӑйне халь йывӑр тунсӑх пусса хунӑ пек, ҫак вӑйлӑ ҫын сасартӑк вилсе кайни хӑйне ҫав тери хытӑ кӳрентернӗ пек туйӑннӑ; ҫав кичемлӗхпе кӳренӗве пула ӑна сывлама та йывӑр пулнӑ. Тӗрмере те пулнӑ пулӗ? Мӗнле сӑмах каларӗ? — ыйтнӑ Кононов, Робустова хулпуҫҫинчен хыттӑн силлесе. Кунашкал йывӑр хуйхӑ манӑн хальччен нихҫан та пулманччӗ, эпӗ ухмахах тухаттӑм, пӗртте хам шутланӑ пек пулмарӗ-ҫке, йӑлтах урӑхла килсе тухрӗ: ҫак кулӑшла пӑтӑрмах ҫине аякран пӑхса киленмеллеччӗ ҫеҫ, хӑҫан тарас килнӗ, ҫавӑн чух тарма пулатчӗ, Мери Джейн мана хӑрушӑ самантра пулӑшма, ҫӑлса ирӗке кӑларма пултаратчӗ; халӗ ӗнтӗ ун вырӑнне пӗр татуировка кӑна ҫӑлма пултарать. Ним пӗлменни ман ӑша ҫунтарчӗ. «Килӗр, юлашкинчен чуптуса юлар», — тесе, чуна кайса тивекен йыхрав янӑраса кайсан, унӑн кӑкӑрӗнчен калама ҫук вӑйлӑ макӑру уласа тухнӑ, халӑх ушкӑнӗ, ҫак хуйхӑ кӑшкӑравне илтсе, хумханса илнӗ. Ку Артамонова пӗр секундлӑха савӑнтарса ячӗ, анчах ҫав самантрах вӑл Яковпа Илья ҫинчен аса илчӗ те, хӑраса кайса, йӗрӗнсе чашкӑрса илчӗ: — Мӗн тӑватӑн эсӗ, путсӗр? Приказчик иконӑшӑн пӗр виҫ-тӑват тенкӗ тӳлет, сутаканӗ Петр Васильча пуҫ тайса тухса каять; мана, чей ӗҫмешкӗн вӗри шыв илсе килме трактире яраҫҫӗ, тавӑрӑнсан эпӗ кӗнекеҫӗ чӗрӗ те савӑнӑҫлӑн пулнине куратӑп; илнӗ япалана юратса ҫавӑркаласа пӑхса, вӑл приказчика вӗрентет: — Пӑх: икона — сивӗскер, турӑран хӑраса пит ӑста ҫырнӑ, этем майлӑхне пӗтӗмпех сирсе пӑрахнӑ унта… Давыдов ҫине аскӑн та хӑюллӑ куҫӗпе пӑхса, вӑл малалла каласа кайрӗ. Тӗрӗс мар тӑрантартӑн, шыва тӗрӗс мар тата кирлӗ вӑхӑтра кӗртмерӗн — ача чирлесе те ӳкрӗ. Вӗсен, ҫарти пурнӑҫа хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсен, пурин те халӗ аллисем кӗҫӗтсе тӑнӑ, часрах ҫӗнӗ ҫапӑҫӑва хутшӑнма ҫитесси килнӗ. Вӑл ҫапӑҫу ҫинчен халӗ ҫырман пулнӑ-ха, ун ҫинчен калаҫман та, анчах та вӑл аслатиллӗ тӑвӑл ҫывхарни сисӗнсе тӑнӑ пекех, фронтсенче сасартӑк пулса тӑнӑ шӑплӑхран палӑрнӑ. Казаксем мар, аслӑ ҫул ҫинчи бандитсем. Е ӑна ҫакна тума май килсен, тӑхӑр е вунӑ вершук тӑршшӗ юнлӑ кинжал пӗтӗмпех ман ӳт ӑшне кӗрсе кайӗ. Географ Кара-Тете тупӑк ӑшне начар мар хатӗрленсе кӗрсе выртни ҫинчен асӑрхаттарчӗ. Тепӗр чухне вӑл ман ҫине темле сӑнаса пӑхать — тен, ку манӑн фантази кӑна пулӗ? — Мӗне пӗлтерет ку? — пакета ҫавӑркаласа, ҫӑварӗсене карса тӑракан ачасем ҫинелле пӑхса, ыйтрӗ Квакин. — Мӗн эсӗ, чиркӳре пӗр проповедник кӑна пулать тесе шутлатӑн-и? — терӗм вара. — Ҫук, эпӗ ӗнтӗ… каҫарӑр мана, капитан, — терӗ Володя, хӗрелсе кайса, — эпӗ кӑна аван мар тесе шутлатӑп. Нумайрахӑшӗ ҫапла шутланӑ: ҫав икӗ пӗлмелле мар фактсем хушшинче ҫыхӑну пулнах, тенӗ. Анчах халь акӑ мӗнле курӑнать-ха мана ҫав тӑваттӑмӗш ӗҫлӗх шкулӗ. Самӑр клоун, Майер ятлӑ нимӗҫ, циркра сысна кӑтартнӑ; вӑрӑм аркӑллӑ сюртук, цилиндр, сарлака кунчаллӑ атӑ тӑхӑнтарнӑ сысна кайри урисем ҫине тӑрса, хӑй купец пек пулнине кӑтартса ҫӳренӗ. Вара вӑл кӑшкӑрса ярса кушака ҫӗрелле вӑркӑнтарчӗ, тет; анчах хӑрушӑ кушак каллех йӑпшӑнса пырать. Вӑл питех те пысӑк ӗҫ, Говэн — ҫав ӗҫе хутшӑннисенчен пӗри. Паян ҫук-ха вӑл. Саша ун ҫине пӑхса илчӗ те:— Манӑн атте ҫук, — терӗ. Елена каллех чӳрече патне пычӗ, татах шухӑша кайрӗ. Испани мӑкӗ епле ӳснине эпӗ пуҫласа куратӑп, вӑл пур ҫӗрте вӑрман тӗксӗм те сивлек. Ӑна ман сӑвва кӑтартсан, вӑл мана хӑй патне чӗнсе илчӗ те:— Ӑҫтан пӗлес, ma cousine, тен, унран тепӗр Державин пулӗ, — терӗ. Игнат, чуптунӑ чух, арӑмӗ чӑнах та пултараймасса, вилӗм ӗнтӗ унӑн ӑшӗнчех тӑнине лайӑх сиссе илнӗ. Тройкӑпа ярӑнма тата спектакль курма, симфони итлеме? Мӗн пулӗ вара? Вун иккӗмӗшӗнчен кая мар унтан хыпар кӗтетӗп. Володя эпир мӗн калаҫнине итленӗ пулас, вӑл кӗтмен ҫӗртен чавсаланса ларчӗ те ыйтуллӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: «Катенька! Вырӑссене-и!» — «Аташать», — тавҫӑрса илчӗ Артамонов, анчах хӑй ҫапах та ыйтрӗ: — Мӗншӗн кунта эпӗ? Вӑл ҫав тери ырӑ ҫын, унӑн сӑмахӗ тӗлӗнмелле хӑюллӑ, чӑрсӑр та темелле, анчах… кунта, куратӑр-и, сӑмах православнӑй чиркӗве пырса тивет… Нимӗҫсене Сталинград патӗнче аркатса тӑкни, нимӗҫсен улттӑмӗш армине аркатни, Паулюса тыткӑна илни ҫинчен калакан хыпарсем те иртсе кайса кивелчӗҫ. Эпӗ вӗсене ҫаплах каларӑм, Тэчер старике куҫранах каласа хутӑм! Ӑна хирӗҫ темиҫе сасӑ пӗр харӑс хаяррӑн, ӳсӗр ҫынсем пек кӑшкӑрса ячӗҫ: — Мӗн пустуй? Ҫирӗп те хӑйне кӑтартнӑ ӗҫ — обществӑллӑ явлени. Ҫурҫӗрелле-и, кӑнтӑралла-и, маншӑн пурпӗрех, пӗр-пӗр тинӗс хӗрринчи хулана ҫитесчӗ ҫеҫ. «Ӗҫе пуҫ тавра шухӑшламасӑр тусан, акӑ мӗн пулса тухать иккен», — тетӗп хама хам. Вырӑс шинелӗсемпе. Пичӗсем те лайӑхах курӑнаҫҫӗ. — Ун тӑршшӗ сахалтан та ҫитмӗл фут. Эпир малалла каяс вырӑнне каялла ҫавӑрӑнса тухнӑ. — Эпӗ кулса мар. Посредник хыпаланнӑ пек туса илчӗ те лӑплантарма тытӑнчӗ: «Господинсем, господинсем, Александр Владимирыч сӑмах каласшӑн». Колонисем тумалли меслет. — Миките мучи, мучи, — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл хӑйӗн ҫӳхе сассипе. Ачасем савӑнӑҫлӑн хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ те шутсӑр хаваслансах хӑйсен ӗлӗкхи вӑййисене выляма тытӑнчӗҫ. Пӗрмаях вӗсем Том питех те аван шутласа хуни ҫинчен калаҫрӗҫ, вӑл гениллӗ пулнинчен тӗлӗнчӗҫ. Ҫав каҫхинех тата тепӗр телеграмма ҫитрӗ, унта вӑл Лондонра чарӑнса тӑма тивет тесе пӗлтернӗ. Уг-Глук ӑна хирӗҫ нимӗн каламасӑр тухса кайнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрарӑмсем кулса ҫеҫ юлнӑ. Кашни ҫынах халӑх хушшинче мӗнле те пулин вырӑн йышӑнса тӑрать, унӑн мӗнле те пулин ҫыхӑнусем пурах; кирек епле дворовӑй ҫынна та, шалу мар пулсан, «отвесной» текен паёк та параҫҫӗ; Ун аллине нимӗн те кӗмерӗ. Эсӗ ӑна ытларах ачашла, вӑл та сана ытларах сӗт парӗ. Малтан вӑл иккӗмӗш шеренгӑра утатчӗ. Хӑшпӗр чухне икӗ патша хушшинче, вӗсенчен пӗри те тепӗр патша ҫӗрне туртса илме пултараймаҫҫӗ пулсан та, виҫҫӗмӗш патша ҫӗрне хӑйсенчен кам туртса илме пултарасси пирки тавлашу тухса каять. Колхоз ҫӗрӗсемпе юнашар санаторисен тата хулари учрежденисен хушма хуҫалӑхӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, леререх — кӗтӳ ҫӳремелли вырӑнсем, вӗсенчен сылтӑмарах, икӗ ту хушшине чӑнкӑн путса кӗнӗ хушӑкӑн тайлӑмӗсене, Цимбал совхозӗн тӑм пӳрчӗсем лара-лара тухнӑ. Ку япала ҫуллӑ яшка, чей тата ытти шӗвӗ япаласен кӳллине путнӑ вилӗ чунсенче те пур иккен… Чӗри ыратрӗ унӑн, куҫӗсем пӗр хутчен ҫеҫ мар шывланчӗҫ. Хӗрарӑм тени вӑл — питӗ пысӑк вырӑнта тӑрать! Вара эпӗ ҫак ӗҫе мӗнле тытӑнмаллине шухӑшласа пуҫ ватма тытӑнтӑм, тӗрлӗ мел шырарӑм, юлашкинчен пӗри питӗ вырӑнлӑ пек туйӑнчӗ. — Эсир, Андрюша, мана чӑнахах вӗрентме шутлатӑр-и вара? — ыйтрӗ амӑшӗ, ирӗксӗрех кулса. — Йӑлтах пӑчланчӗ, — терӗ Инсаров: — эпӗ вилетӗп… Анне вилнӗренпе кукамай пӗрремӗш хут шампански ӗҫет, вӑл, Володьӑна сывлӑх сунса, тӗппипех ӗҫсе ярать, ун ҫине пӑхса савӑннипе каллех йӗме тытӑнать. Шел. Пуҫтарма май килмесен — выҫӑпа, сивӗпе асапланнӑ пулӑттӑм… вара манӑн пӗр минутлӑх пушӑ вӑхӑт та юлман пулӗччӗ, вара… вара… эпӗ хальхи пек мар сахалтарах асапланнӑ пулӑттӑм… Ҫав хушӑра Волошин майор шатраллӑрах сарлака сӑмси ҫине куҫлӑх тӑхӑнчӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Мак-Набс пысӑк кӑна йӗкехӳрене тытман пулсан, каҫхи апат типӗллех иртетчӗ. Джонни ятлӑ ывӑлӑм, — эпӗ ӑна хамӑн куккана хисеплесе ҫапла ят панӑччӗ, — грамматика шкулне ҫӳретчӗ те лайӑх вӗренетчӗ. Ҫапах та йӗме чарӑнмарӑм, куҫҫулӗм хам туйӑм-сисӗмлӗ пулнине палӑртать текен шухӑш мана ыррӑн туйӑнчӗ, кӑмӑлӑма пусарчӗ. Хур кӑшкӑрман, анчах ӑна ҫапах такам ютран килни тӗттӗмре тӑнӑ пек туйӑнма пуҫланӑ. — Вӑл старикӗн тӳлек питӗнчен лешӗ килӗшнине туйса илчӗ те, пӗшкӗнмесӗрех, Воропаева протезӗнчен ярса тытрӗ; пуҫне пӑркаласа мӑнтӑр аллипе ҫапрӗ те протез чӗриклетсе илчӗ. Кӑваккӑн ҫиҫсе илсе, Озеров куҫӗсем кулса ячӗҫ. Эсӗ ман пата ачасем пирки ҫырса тахҫанхи тавлашӑва тепӗр хут хускататӑн: вӗсене шкула вӗренме ярассипе килӗшме сӗнетӗн. Манӑн кучер табак коробкине типтерлӗн кӗсъене чиксе хучӗ, шӗлепкине, аллисемпе тытмасӑрах, пуҫне силленипех куҫ харши ҫине антарса лартрӗ те, шухӑша кайса, ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ. Князь патне кӗриччен, ҫула май Ивинсем патӗнче чарӑнмалла. Ку — иртнисене асӑнмалли, кӑмӑла чи ҫӗклентерсе яракан кӗнекесенчи сыпӑксене вуламалли каҫ пулчӗ. Салтаксем бронзӑпа сӑрнӑ хапха умӗнче, тӳремре, ҫурма ункӑн тӑрса тухнӑ, пралук спиральтен, дисксемпе шарсенчен тӑракан тӗлӗнтермӗш икӗ машинӑна хуплаҫҫӗ (ҫак япалана Гусев никам пурӑнман ҫуртра курнӑччӗ). — Мӗнле агитаци? Ҫак пирвайхи хут упӑшкинчен уйрӑм пурӑннӑ кунсем Эленшӗн кичемлӗ пулсан та, вӑл ҫав кунсене тӳсӗмлӗн чӑтса ирттерет, мӗншӗн тесен мӗнпур сӑмах вилӗм аллине ҫакланнӑ ҫынсене ҫӑлассишӗн пырать. Макар хӑйпе пӗрле савӑнма пачах шутламаннине курса, Разметнов сак ҫине ларчӗ те табак туртса ячӗ, хӑй чӑнласах ыйтрӗ: — Тӗрӗссипе кала-ха: мӗн тума туяннӑ эс вӗсене? Эпӗ кӗтмен ҫӗртен кулса янипе Даша инкене хӑратса пӑрахрӑм. — Курӑр-ха, ҫын — пурнӑҫ патши, ӑс-тӑнлӑ чӗрчун, вӗсем ҫине пӑхать, лешсем ӑна пӗлесшӗн те мар, тен, пӗр-пӗр вӑрӑмтуна пурнӑҫ патшин сӑмси ҫине ларӗ те, ӑна апат вырӑнне хурса, ӗмме пуҫлӗ. — Ҫапла вал, Аксель. Эсӗ ӑнланайманнине хирӗҫ манӑн пит ҫӑмӑл ответ пур: ҫав тӑпра ҫумӑрсемпе сывлӑшри нӳр ӗҫленипе пулнӑ. Ванокана пирен кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре, ҫанталӑк тӗттӗмлениччен ҫитмелле. Куратӑн-и, хурӑнташ-ҫке эп санӑн… — Сывӑ-и, дипломат! — терӗ Дубков, мана алӑ парса. Ялан каланиех: аякри ҫул, хӗрес интересӗ… Эпӗ манса та кайнӑ ӗнтӗ. — Пултаратӑп, — тутине вылятса илчӗ Лозневой. Урусем шӑнса хытсах кайнӑ! Йывӑррӑн сывласа, Лена хапха умне сӗвенсе тӑчӗ. Пурте шухӑша путрӗҫ. Лось йывӑррӑн пӑшӑлтатрӗ: — Ман пата килсем… Ну, чӑн-чӑн казак, ҫитменнине ӗлӗкхи казаксем пек тата! — куҫне аяккаллах кайса пыракан юланутҫӑ ҫинчен илмесӗр сӑхланса калаҫрӗ вӑл ҫаплах. — Халӑх кӗввин чӑн-чӑн паха уйрӑмлӑхне тӗлӗнмелле лайӑх ӑнланса илме пултарнӑ эсир. Лизӑн ниепле те ӗненес килмен. Сирӗн секретӑрсене пула кӗҫ килтен тухса тарма тивӗ. — Анне, ӑна шыва кӗртес пулать. Курӑн: вӑл сана часах лӑплантарӗ! Ҫапах та эпир паян ҫителӗклех философлантӑмӑр. Лятьевский ҫапла иртӗнсе намӑссӑрланни Яков Лукича пӗтӗмпех хуйӑха ӳкерчӗ. Роберт ура ҫине тӑчӗ, ӑна ниҫтан та сиен туман, ниҫтан та чӑрмаласа ӗлкӗреймен тепӗр ҫекундран вӑл аппӑшӗн ытамне кӗрсе ӳкрӗ. — Андрей-им, э? Анчах манӑн вилес килмерӗ, эпӗ сывалтӑм. Кивҫене кӗрсе те пулин юсама пулатчӗ-и тен. Унта Макар Нагульнов — автор тата чиновник, тесе тӳрех ҫырса хуман-ҫке? Ҫавӑн пек ҫын калаҫнӑ чухне, ман куҫ умне айван ут тухса тӑрать: ака вӑл, тутӑскер, анчах урине шыв лартнӑскер, мӑй тулли ҫакнӑ ханкӑрмисене хӑнкӑртаттарса, хула хыҫпелле пӗр лав ҫӳп-ҫап туртса тухать — мӗскӗнскер! — хӑйӗн ӑраскалӗпе хӑй кӑмӑлланса пырать… — Кусем те хайхи ытлашши ҫынсем ӗнтӗ… — хушса хунӑ Фома. Шарламасӑр ирттерекен метод та, хисепе хуманнин уйрӑм меслечӗ пулатӑркаҫ, критика форми пулать, чӑнах та, вӑл ӑссӑр та кулӑшла, анчах ҫапах та критика форми. Ӳсӗртерех хуҫа майрийӗ ҫапла каларӗ: — Сыв пул, Христос санпала пултӑр! Анчах ун пеккисем халь ҫукпа пӗрех, Корчагин юлташ. Зебӑн шухӑшӗсем темле пӗлмелле мар, тӗттӗм лабиринтри пекех пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре сиккелесе ҫӳренӗ. — Ҫул ҫинче. Козаксем, таборсем патне кайма хатӗрленсе, каллех каялла чакрӗҫ, ҫӗр купаласа тунӑ вал ҫинче вара каллех ҫуркаланса пӗтнӗ сарлака плащсемлӗ ляхсем курӑнса кайрӗҫ. Лаша сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ, ҫӗр ҫумне пӗшкӗнсе ларнӑ вӑрӑм мӑйӑхлӑ салтака кӑшт ҫеҫ хӑйпе пӗрле йӑтмарӗ. Алексей Мересьев, хӑй ҫинчен калама юратман пирки, ун чух нумайӑшне каласа памасӑр та хӑварнӑ. Ҫавӑнпа вӑл пӗтӗмпех каласа пӗлтерменнисене ман хамӑн шутласа тавҫӑрмалла пулчӗ, хамран ҫырса хушмалла килчӗ. Санинран пӗтӗмпе те виҫӗ ҫул ҫеҫ аслӑрах пулсан та, вӑл ватӑ сӑнлӑ курӑннӑ. — Паллах, кунта хӑлхасӑр ҫын та аван илтмелле. Амӑшӗ ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ, хӑйӗн чӗри ҫӗнтернӗшӗн лӑпкӑн мӑнкӑмӑлланса, сасӑсӑр кулса ячӗ. Халӗ, эпир кунта чухне, вӑл пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫулпа пырать. Татах Диас салтакӗсен пӑшалӗсем ӗҫле пуҫланӑ; вӑл вара ҫӗр ҫине сиксе аннӑ та, сунарҫӑсенчен таракан тискер кайӑк евӗр чупнӑ… Анчах каярах юлса пулчӗ ку. Пӗтӗм хуҫалӑхӗнчен ун, значӑт, пӗр чӑх ҫеҫ пытанса юлнӑ. Эсӗ пулман пулсан, эпӗ хулана та ҫитейместӗм, ҫул ҫинчех шӑнса вилнӗ пулӑттӑм, — терӗм. Ытти ачисем, «вилнӗ ҫынна» чӗртетпӗр тесе, унӑн ҫара алли-урине вӗлтӗренпе ӑшалантараҫҫӗ. Лешӗ вара, ырӑ кӑмӑллӑ юлташӗсенчен хӑтӑлас тесе, туйипе ҫапкаланма тытӑнать. Вӑл кайри урисене ҫӳлелле ывтӑнтара-ывтӑнтара ярса, уҫланкӑра чарусӑр кӗҫенсе, курӑк ҫинче ташлама тапратнӑ. Елена тӳрленсе тӑчӗ, Берсенев вара пӗр вырӑнта хытса кайрӗ… Ҫав ещӗксенчен эпир мастерскойсем тунӑччӗ. «Мӗн чухлӗ халӑх! — шухӑшларӗ Андрей. — Суятӑн, сана мар, мана кичем пулать-ха! — Паллах ӗнтӗ, — терӗ вӑл. — Эпӗ ӗнер яра куна кунӗпех пӑшӑрхантӑм, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — тӗрлӗрен инкексем пуласса та шухӑшларӑм, ӑна тискер хир сысни амантнӑ пек те туйрӑм, е пӗр-пӗр чеченец ӑна тусем хушшине тытса кайнӑ пек туйӑнчӗ… Таврари мӗнпур кайӑксемпе чӗрчунсем Гуамини хӗррине пуҫтарӑнаҫҫӗ; ҫулҫӳревҫӗсем хӗрлӗ хир чӑххи пек кайӑксем — тинаму текенскерсем — сывлӑшалла ушкӑнпа ҫӗкленнине курчӗҫ. — Вӑл халь штурвал умӗнче вахтӑра, бизань-мачта ҫинчен куҫне илмест. Николай Антоныч кӗчӗ те пуҫтаймасӑрах алӑк урати умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Апла пулсан, ӗҫсем начар, питех те начар. Вӑрӑ-хурахсен дисциплини ҫине ниепле те шанма ҫук. Ҫыхӑра шӑпах пин червонец, ҫыхӑ тулашӗ те тӗлӗкре курни пекех. Вӑл хӑй те курать: тӗлӗнмелле ҫак пӳлӗмре, шӑплӑхра, унчченхи ирӗклӗхсӗр Алешӑна унпа пӗрле пурӑнма йывӑр, — вӑл ҫакна тӳссе ҫитереймест. Унӑн арӑмӗ кукамайпа сӑмах хушатчӗ: — Астӑватӑр-и, эпӗ ӑна тальма панӑччӗ, стекляруспа эрешленӗ хура пурҫӑн тальма? Эпӗ вара пысӑк кресло ҫине пуҫӑ каялла хурса алӑсене усса лартӑм. Эсир пурсӑр та пӗрле тухса кайсан, леш йӗксӗксем сиссе илӗҫ тата. — Герцогӗ аптрамасть пулас, самай йӗркеллӗ ҫын пек туйӑнать. Акӑ, пӑхӑр-ха, юратнӑ тусӑм тата мана ырӑ тӑваканӑм, манӑн пӗрремӗш номерлӗ тавӑру ҫине. Вӗсем пысӑк хӑвӑртлӑхпа инҫете куҫаҫҫӗ, анчах ҫынсем тепӗр ҫӗр е пин ҫултан кӑна мӗнле те пулин ҫӑлтӑр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫнине асӑрхама пултараҫҫӗ. Тепӗр тесен, вӑл та юлашки вӑхӑтра улшӑнчӗ: ырханланчӗ, час-часах кулатчӗ пулин те, малтанхи пек мар, темле янравсӑртарах, хаяртарах та кӗскенрех кулатчӗ; малтан ҫӑмӑллӑн кулкаласа, юриех именмесӗр калаҫаканскер, халӗ ирӗксӗрех ҫиллене пуҫларӗ. 3. Ҫакӑнта тапма чарӑннӑ унӑн, вӑтӑр ҫичӗ ҫул пӗр-пӗччен ларса тертленнӗ ҫыннӑн, тӑлӑх чӗри, ҫакӑнтан куҫса кайнӑ унӑн ывӑнса ҫитнӗ чунӗ леш тӗнчери канлӗхе. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм! Вӗсем хӑйсен юратнӑ боксерӗ тӑшманне ҫӗнтерсе вӑл выляса илме пуҫланине кӑна, курнӑ. — Мӗн пулчӗ? — васкавлӑн ыйтрӗ Огнянов. Хӗрарӑмшӑн ҫапла икӗ ҫул юлать: пӗри — хӑйне хӑй пӑсса хӑварасси, арҫын лӑпкӑн та пӗр вӗҫсӗр киленсе пурӑнтӑр тесе хӑйӗн хӗрарӑмлӑхне, анне пулас пултарулӑхне ҫухатса пырасси; тепӗр ҫулне вара ҫул теме те ҫук, вӑл таса ҫемье тенисенче ҫутҫанталӑк саккунӗсене тӳррӗнех те киревсӗррӗн пӑсса пыни ҫеҫ: хӗрарӑмӑн, ун пек пулма юрамасть пулин те, пӗр вӑхӑтрах йывӑр ҫын та, ача ӗмӗртсе пурӑнакан та, пӗр-пӗр ҫыннӑн еркӗнӗ те пулмалла. Макар, кӑштах хавхаланса, Балабинӑн юнпа карӑнса тӑракан тулли хӗрлӗ сӑн-пичӗ ҫине пӑхать, ҫак йӗкӗт ӑна витӗрех курса тӑнине, ӑнланнине тата шелленине чухласа, ӑна тав тунӑн йӑл кулать. — Лапкӑшпех карса илнӗ! — кӑшкӑрчӗ Кирюха. Аталанса — цивилизаци йӑхран йӑха, ӑруран ӑрӑва куҫса пынӑ. Диванран сулахайра кивӗ английски рояль ларать; рояль умне манӑн хура сӑнлӑ йӑмӑкӑм Людочка ларнӑ та тин ҫеҫ сивӗ шывпа ҫуса хӗрелнӗ пӳрнисемпе Clementi этючӗсене темле йывӑррӑн калать. Хӗнессе вара вӑл арӑмне хӗненӗ пек мар, хӑй ҫилленсе пурӑннӑ пур ҫынна пӗр харӑс хӗненӗ пек хӗнетчӗ! Полкӑн команднӑй пунктне каялла таврӑнсан, Озеров капитан кунти шӑплӑхран тӗлӗнсе кайрӗ. Ӑна, хай, леш старик пӗтӗмпех каласа панӑ… Акӑ сана козакӑн ҫирӗп сӑмахӗ: ӳкӗте кӗртетӗпех эп ӑна». Мана пӗри ҫеҫ паллӑ: вӗсем нимӗнле хуралсӑрах ҫывӑраҫҫӗ. Анчах унӑн чӗри малтанах ӑна асӑрхаттарса тапа пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне, пире хамӑр пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пытармасӑр калама килӗшни ҫыхса тӑчӗ. Халӗ эпир гранит чулӗ талккӑшӗнчен иртсе каятпӑр. Ак сана — пыр та кур! Вӗсен умӗнче татах ҫӑмӑл мар задача тӑрать. Вӑл Епископатӑн паллӑ членӗсемпе тан пулнӑ. Унпа канашланӑ. Иван Никифорович урӑхла ҫын: вӑл чӗнмесӗр ларма юратать. Ҫав ҫынсем хӑйӗнчен те тӑрлавсӑр, хӑйӗнчен те кая иккенне вӑл куллен-кун шанса пынӑ, вӗсем, ун шухӑшӗпе, пурнӑҫӑн хуҫи мар, тарҫи ҫеҫ пулнӑ, пурнӑҫ вӗсене мӗнле кӑна ҫавӑрас тенӗ — ҫавӑн пек ҫавӑрнӑ, хӑйне кирлӗ пек авнӑ, хутлатнӑ. Пурте ӑна ҫак йӑла питӗ пӑсать, теҫҫӗ, анчах эпӗ ҫавна ырласа, ӑнсӑртран хам та ҫавӑн пек тума хӑнӑхрӑм та, унпа паллашнӑ хыҫҫӑн темиҫе кунтан кукамай мана: «Куҫусем ыратмаҫҫӗ-и сан, вӗсемпе эсӗ кушак пуҫлӑ тӑмана пекех мӑчлаттаратӑн», — терӗ. — Сана кам тырӑ виҫме хушрӗ? — малтанхи пекех хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ Макар Батальщиковран. Хама хам айӑпласси — манӑн ӗҫ мар. Ан тив, суд хӑтлантӑр вӑл ӗҫпе. Степа пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫиме парасси урӑхла йӗркепе пулать тесе пӗлтерчӗ. Мстислав Сергеевич, тархаслатӑп, илсемӗр мана хӑвӑрпа пӗрле. Хӗрарӑмсене ҫак лётчикӑн паллӑ мар, анчах та хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ ӑраскалӗ хӑратса пӑрахрӗ, ҫунашкана ҫӗрпӳртсем еннелле сӗтӗрнӗ май, вӗсем хушшинче Алексее кам патӗнче усрасси пирки тавлашу пуҫланса кайрӗ. Хӗрарӑмсем вӗсем пурне те пӗлесшӗн, кашниннех урӑх арҫына тутанса пӑхас килет, пӗлес килет вӗсен — сахӑртан тутлӑраххи мӗн те пулин пур-ши? Лётчик ӑна хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткипе туять — мотор мар, вӑл хӑй чыхӑнма пуҫланӑ пек. — «Краузе подпрапорщик, ялав айӗнче вилме!» Выртнӑ та аллине персе шӑтарнӑ. Наркӑмӑшӗ кунта мӗнпур кавалерин отрядне те леш тӗнчене яма ҫитет, — тесе хучӗ виҫҫӗмӗшӗ, — епле усӑллӑ курӑк пулчӗ ку. — Урӑ чухне вӑл ытларах чӗнмесӗр тӑрать, ҫӳрессе те шухӑша кайса ҫӳрет… Пӑртак сыпсассӑн вара, пружинине кӑшт йӗпетсен, йӑлтах ҫӗкленсе каять… Паллах, унӑн, ӗлӗкхи пекех, йӗнер ҫине, кайӑк пек вӗҫсе хӑпарас килнӗ, анчах пулмарӗ… Ун пек библиотека хальхи вӑхӑтра та пит пысӑк библиотека шутланать. Станица тавра канав чавса, ҫӗр купаласа тухнӑ тата йӗплӗ хулӑпа карта ҫавӑрнӑ. Ҫапах та сан пуҫна мӗнле пырса кӗчӗ-ха ун урине татас шухӑш? Унта нимӗн ӑнланма та кирлӗ мар, ют ҫынсен ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ мар пултӑр. Вӑл кӑшкӑрса ячӗ, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, унтан клумбӑсемпе чечексем урлӑ упӑшки ҫывӑракан пӳлӗмелле чупрӗ. Ҫаннисем, пальто аркисем, ҫухависем ҫине, шлепке хӗррине мӗн чухлӗ майра йӗппи чиксе тултарнӑ-ши вӑл — кӑна шутласа та кӑларма май пулман. Ҫӑмӑл утиял тулалла шӑва пуҫларӗ. Аллине тӑмра ярса тытрӗ тет те, чӗлӗмне паклаттара-паклаттара, ыттисемпе пӗрлех кӗвӗ каласа, пуҫларӗ, тет, хайхи ларса ташлама. — Вӗсене хирӗҫ кайма кирлӗ мар-и-мӗн? — тесе ыйтрӗ Роберт, — ҫапла тусан, вӗсен текех пӑшӑрханса асап курасси те пулмӗччӗ. — Шывне мӗнпе илсе каймалли пулсан, хирӗҫ кайни аван пулӗччӗ ачам. Акӑ ӗнтӗ унӑн пур пайӗсем те — ҫунаттисем, ҫаврӑнакан винтти, тупписен хура пӑнчисем те курӑнаҫҫӗ. — Кала-ха мана, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл каярахпа, — сана питӗ савӑнтарать-им ман асапӑм? — Пур, ӗнер каҫхине ҫур ҫулшӑн ҫӗр аллӑ доллар ытла илтӗм. — Сире тӳрех, пӗр юптармасӑрах каласа парам: эпӗ ҫав ҫамрӑк ҫынпа, Курнатовский господинпа, ӑна хӑвӑн кӗрӳ тӑвас шухӑшпа ҫывӑх паллашрӑм. Ӗҫлессисене чарать вӑл, — мӑкӑртатать хуҫа, сигара турткаласа; унӑн тӗтӗмӗнчен ҫунӑк сукно шӑрши кӗрет. — Ах, ӑнман выльӑх, — тесе кӑшкӑрса ячӗ тин ҫеҫ юланут ҫинче пулнӑ ҫын, хӑй ҫӗр ҫинче юлнине курсан пехотӑна лекнӗ кавалери офицерӗ пек намӑсланса. Хӑй ача маррине ҫичӗ ҫулта чухнех, пирвайхи хут ӗҫ укҫи илсен туйса илнӗ. Вӑл килте ытла нумай ларать. Ӑна Стефчовах вӗлерчӗ ӗнтӗ, путсӗр! — хыттӑн каларӗ Огнянов. Макарӑн сӑн-пичӗ гипсран тунӑ маска пек пӗр хускалми хытса кайрӗ, тути хӗррисем кӑна кӑрт-карт турткаланса вылянкалаҫҫӗ, анчах юлашки сӑмахӗсене каланӑ чухне куҫӗсенчен хӑй ӗмӗрӗнче малтанхи хут куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхса анчӗ. Вӑл хушнипе ҫынсене персе вӗлереҫҫӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра кӗлӗ кӗнеки вулать. Ҫакӑн пек хӑрушӑ вырӑнтан, виҫӗ сехет хушши бомба пӑрахса тӑнӑ ҫӗртен, тухса кайнӑ чух ҫын тени мӗн тери хавасланнине ахаль ҫын, кун пек вырӑнта пулса курман ҫын, тавҫӑрса илме те пултарайрас ҫук. — Питех те театрти пек хӑтланать ҫав… эпӗ, унччен нумаях та пулмасть, католицизм наукӑна хирӗҫ кӗрешни ҫинчен пӗр кӗнеке вуласа тухнӑччӗ, — кӗнеки Дрепэр ҫырнӑскерччӗ пулас. Ялан ӑна таҫталла туртнӑ, тет… Ну, хӗрсемпе те ҫӳрерӗн-и? Пӗрисем урапа тукӑнӗсене юсаҫҫӗ тата ҫӗнӗ тӗнӗлсем лартаҫҫӗ; тӗприсем лавсем ҫине апат-ҫимӗҫ тултарнӑ михӗсем йӑтаҫҫӗ, хӑшпӗр лавсем ҫине хӗҫпӑшал тиеҫҫӗ; теприсем утсемпе вӑкӑрсем валли юрӑхлӑ хӑмӑт-пӑяв хатӗрлеҫҫӗ. — Ку мӗнле кӗнеке сирӗн? — ыйтрӗ вӑл кӑштах ларсан. Вӑл аллисене пысӑк кӑкӑрӗ ҫумнелле тытса, ҫурӑмӗпе сапур ҫумнелле тайӑнса, куҫӗсене чул тӑкнӑ ҫуп-ҫапӑ дамба ҫинелле хурлӑхлӑн тӗллесе пӑхса, ним ҫиленмесӗр лӑпкӑн калаҫса ларатчӗ. Таврари пурнӑҫ улшӑнни, вӑл кулленхи кунсенчен епле уйрӑм пулсан та, ҫавӑн пек пуласса Говэн нихҫан та ӗненменччӗ. — Мӗнле ӑнланатӑр эсир «ирӗклӗх» тенине? — чӑркӑшма чарӑнмарӗ студент. — Ҫывӑхарах кил, ҫак кӑмӑллӑ хӗрарӑмран ан хӑра. Нумай фактсемех палӑртмарӗ вӑл, анчах ҫав фактсем хушшинче — ӗҫнисем, хӑй тавра йӑпӑлтатма юратакансене пухни, лайӑх ачасене аяккинелле тӗртсе хӑварнисем куҫ умӗнчех, Корчагин ҫаксене пурне те бюрова лартрӗ. Камӑн пултӑр, хӑйӑлти шуйттан? — кӑшкӑрса ячӗ Майданников, Атаманчуков еннелле ҫаврӑнса тата ӑна сӑнӑпа хӑмсарса. Хӑй уҫнӑ ҫӗре тӗпчесе пӗлес тесе, карапне пӑрахса хӑварнӑ-ши вӑл е хӑйӗн ҫыннисемпе пӗрле выҫӑ вилнӗ-ши? Е Ямал ҫыранӗсем патӗнче, пӑр хушшинче шӑнса ларнӑ шхуна, хӑйӗн вилсе пӗтнӗ командипе пӗрле, Нансен ҫулӗпе Гренланди еннелле темиҫе ҫул хушши кайрӗ-ши? — Мӗн пулчӗ сана? — ыйтрӗ вӑл. — Каять ав, ҫавӑрнӑ лашине! — терӗ Бирюк. — Мӗн тӑвас ара, туршӑн та! — Кондрат, питӗ хытӑ тарӑхнипе, буденновкине лӑстӑртаттарса илчӗ, унӑн кӗре тӗслӗ ҫирӗп ӗнси ҫине, кивелсе кайнӑ сӑхманӗн ҫухи хыҫне, ҫемҫе хылчӑксем тӑкӑнчӗҫ. Китель тӳмисене йӑлт тӳмеленӗ хӗп-хӗрлӗ Беловзоров кӗтесре чӗнмесӗр ларать; Уҫӑп кулать: — Хӑҫан эсӗ, Ефимушка, хӑвна ҫав ӗҫсем тӗлӗшӗнчен салатса пӗтерӗн-ши, пурлӑхна салатса пурӑнаканскер! Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн ирӗксӗрех кичем сӑмахсем тухрӗҫ: — Хӑвӑртрах килинччӗҫ хӑть! — терӗ вӑл. Манӑн сире пӗр сӑмах каламалли пур. Ҫук, апла калама юрамасть. Эп сана куна мӗншӗн калатӑп? Аслӑ кун ҫывхарса килнӗ майӗпе вӑл асап кӑтартма юратни унӑн ӑшӗнчен тулалла тапса тухма пуҫларӗ: ним мар ӗҫсемшӗнех вӑл хытӑ айӑпласа ҫилӗллӗн киленнӗ пек туйӑнчӗ. Мана уҫҫӑн калама хистерӗн те эсӗ, сан умра пӗтӗмпех каласа пама тиврӗ… Вӗри апат антарса пачӗҫ. — Тӗлӗнсе кӑна кайӑн, шухӑшсем пирӗн пӗрешкелех-ҫке, — терӗ вӑл шӑппӑн. Чи пӗрремӗш ҫылӑха — Ӑслӑх-тӑнлӑх пӗчченлӗхне — ҫылӑха кӗрсе ҫеҫ пӗтерме пулать. Хамӑн ӗмӗрӗмре нихӑҫан та эпӗ ҫакӑн пек хӑрушӑ ҫынна курман. Аслати хӑвӑрттӑн кӗмсӗртетсе кайни ҫак килӗшӳсӗр калаҫӑва татса пӑрахрӗ. Аслати тӑтӑшах кӗмсӗртетме пуҫларӗ. Кӗрӗслетни минутсерен хытӑран-хытӑ илтӗне пуҫларӗ. Часах вӗсен сассисенчен хӑлха питӗрӗнекен пулчӗ, сывлӑш чӗтресе кайрӗ. Ҫиҫӗмсем ҫав териех тӑтӑш ҫиҫсе йӑлтӑртатаҫҫӗ те, омбу ҫывӑхӗнчи мӗнпур тавралӑх вутри пек туйӑнать, ҫавӑнпа та тин ҫеҫ аҫа ҫапса кӗрӗслетнӗ аслати сасси хӑш ҫиҫӗм хыҫҫӑн пулнине те пӗлме ҫук. Аҫа ҫапать, татах аслати шӑтӑртатса каять, кӗмсӗртетнӗ сасӑ пӗрре куҫ хупса илмеллӗх те пулин лӑпланса тӑмасть. Хир варринче ларать шурӑ хурӑн, Хир варринче ларать кӑтра хурӑн… Илет! Этем урисем кристалран ӳссе ҫитӗнеҫҫӗ, унӑн хырӑмӗ — хӗвел, унӑн куҫӗсем — ҫӑлтӑрсем, унӑн пуҫӗ — тӗнче уҫлӑхнелле тӑсӑлса сарӑлакан хӗрриллӗ алтӑр». — Тухса пӑх, Бат. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн тутисем сиккелеҫҫӗ, мими те вӗҫӗ-хӗррисӗр пысӑк хисеп ҫинчен шутланӑ пек ӗҫлет. Лось ун ҫинелле ӑссӑрла куҫӗсемпе тӗмсӗлчӗ, ҫӑлтӑрӑн алмаз пайӑрки чӗрине ҫурса кӗрет… Курать вӑл — ун патне Голокопытенко юланутпа вӗҫтерсе пырать. «Инкек, атаман, ляхсем вӑй илчӗҫ, вӗсене пулӑшма ҫӗнӗ вӑй ҫитрӗ!» — Ӑҫтисем эсӗ? — тесе ыйтнӑ унтан старик. — Ҫапла, калаҫҫӗ. Эпир тӗмӗн пысӑкӑш тӗксӗм чулсем ҫинче утса пыратпӑр: вӑл чулсем сивӗнсе хытнӑ чухне ултӑ кӗтеслӗ призма пек пулса ларнӑ, инҫерех темӗн чухлӗ касса татнӑ конуссем евӗрлӗ, ӗлӗк тахҫанах вут ҫирпӗтсе кӑларса тӑнӑ вулкан пырӗсем пулнӑ тусем курӑнса тӑраҫҫӗ. — Джек вара? — кӑшкӑрса ячӗ Уэлдон миссис, — Сан-Фелисере ӑна мӗн кирлине пурне те тупӑп тесе шаннӑччӗ эпӗ! Шухӑшсем пӑтрашса кайрӗҫ. Хӑйӗнчен мӗн те пулин ыйтсан та, вӑл айӑпа кӗнӗ пек хӑра-хӑра тавӑрса каларӗ. — Анне, — терӗ вӑл, — эс мана чуччу туса пар, эп вара унталла та кунталла ярӑнӑп, атте пек инҫете-инҫете вӗҫӗп. Пӗррехинче ҫапла вӑл пасьянс патне ларнӑччӗ, пуҫне сӗнкнӗччӗ, пӳрнипе сӗтеле тӑкӑртаттаратчӗ, карчӑк ун ҫине ытла хӗрхеннӗн пӑхса тӑчӗ. Ҫурҫӗр ҫитсен топкӑсенче вут чӗртсе ячӗҫ: капитан пар кӑларма хушрӗ. Манӑн чӑнах та питӗ канмалла пулнӑ. Ҫывӑрса кайиччен эпӗ капитана: манӑн ещӗкре паха мебель пур, ӑна ҫухатма шел, унта пит селӗм гамак, ҫул ҫинче илсе ҫӳремелли паха кровать, икӗ пукан, сӗтел тата комод пур; пӗтӗм пӳлӗме пурҫӑнпа пусма тавар ҫапнӑ, терӗм. — Пӗлетӗп, — терӗ вӑл кӗскен, хӑйӗн мӑкӑллӗрех пуҫне кача пӳрнипе хыҫса. Халл капитан ҫавӑнтах якоре хӑпартма хушрӗ. Ытарма та ҫук. Вӑл Толинене икӗ енчен те чуптурӗ. Ҫак вӗренекен ачапа вӑл, ӑна вӗрентекен мистер Пакетон наградӑсене валеҫнӗ кун савӑннӑ пекех, савӑнать. — Кам? Лаша кӳлсе ӑҫта чуптармалла, мӗнле тухтӑр патне, ачасене мӗнле уйрӑм ҫӗре вырнаҫтармалла? — Кун валли пире хӗҫпӑшал ҫеҫ ҫитмест, — терӗ Том Аустин. Ҫӗлен пек пӑркаланать вӑл тӳрӗ ответ парассинчен, анчах куҫӗсем йӗри-тавралла чупкалаҫҫӗ. Ленфронт штабӗ хушнипе М-ов хулине вӗҫсе килнӗскер, вӑл мана пӗр сӑмахсӑрах Ленинграда илсе кайма килӗшрӗ. Такам алӑка шаккарӗ. — Анчах мӗнле-ха, пире Аркадий Николаевич эсир нимӗнле авторитета та кӑмӑл тумастӑр, терӗ? Ун ҫинче хӗрелсе кайнӑ хура фрак тата пикеневӑй шурӑ жилет ҫинче вӑчӑра кукӑр-макӑр авкаланса тӑрать; йывӑр ахахран тунӑ печатка гульфиклӑ хура панталонӗ патне ҫитиех усӑнса аннӑ. — Вӑт ку аван! — Мӗн! — Сахалтан та, пӗр эрне, — терӗм эпӗ, — унран кая мар! — Епле апла? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Урамра манӑн хурлӑхлӑ хыпарсем илтмелле пулчӗ: Вихир — вилнӗ, Мункун умӗнхи эрнере ӑна «ҫил чирӗ пӑвса вӗлернӗ»; Пирӗн ВВО батальонӗсен командирӗсемпе ҫар комиссарӗсен лаша тытмалла мар. Бичке патӗнче Георгий Петрович дивизийӗ окружение лекрӗ, анчах хӑй питӗ вӑйлӑ ҫапӑҫрӗ. Хӗнес тесен, эпӗ сана хӑрах алапа хӗнеме пултаратӑп, хӑрах алла ҫурӑм хыҫне ҫыхса лартсан та. «Ҫӗрӗпех ҫывраймарӑм, — тет вӑл экспедици юлашкине тупни ҫинчен хыпар илтсен, — пӗрмаях мӗскӗн Маша ҫинчен шухӑшларӑм. — Шериф-ага, хӑҫан юрланӑ «ҫав» юрӑсене? Хам пур чухне-и, кайран-и? Мересьевпа Петров хӑйсен «ҫуртне» пӗтӗмпех урӑхлатрӗҫ. Миҫе сехет ҫитнӗ-ши? Мӗнле те пулин хӗре: «Эсӗ хӑвӑн валли упӑшка тупасчӗ тесе кӑна пурӑнатӑн вӗт», — тесе калӑр-ха эсир, епле кӳреннӗ пулӗччӗ вӑл! Мана вӑл хӑйӗн ҫуртне илсе кайрӗ те, эпӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе, мана чӳречисем картишнелле тухакан чи ҫӳлти хутри пӳлӗмне вырнаҫтарчӗ. — Ӑнлантарса парӑр-ха мана, Казбич ӑна мӗнле майпа вӑрласа кайнӑ? — Паллӑ ҫулҫӳревҫӗ вӑл, ачам, — терӗ Паганель. Гленарван калама ҫук пӑлханать. Пӗр япала манра пур. Ҫав вӑхӑтра карчӑк сӗтел ҫине вӗҫӗсене тӗрленӗ таса алшӑлли сарчӗ те ун ҫине пӑсланакан вӗри чӳлмек пырса лартрӗ. Исландец ҫавӑнтах сулӑ ҫинчен кирка кайса илчӗ те шина хума чул ӑшне шӑтӑк касма тытӑнчӗ. — Халь шӑпах ун вӑхӑчӗ килсе ҫитрӗ — каҫ пулчӗ. Патакне пӗтӗм хулна тӑсса пер, вӑл сан шарнир ҫинчи пек пултӑр, хӗрачасем ҫапла переҫҫӗ, арҫын ачасем пек, сулахай хулпуҫҫие малалла пӑрса, ал лаппипе чавсуна ҫеҫ вылятса ан пер, тата акӑ мӗн астуса юл: хӗрача чӗрҫине мӗн те пулин ывӑтсан, вӑл чӗркуҫҫисене сарса хурать, эпӗ сана тӑхлан ывӑтса парсан, эсӗ чӗркуҫҫисене пӗрлештертӗн. Хӑмисене чул сӑрт хыҫнелле каймалли сарлака ҫурӑк ҫине витсе лартнӑ-мӗн. Хӑш чухне вӑл хӑй курнисем пирки ашшӗнчен тӗпчеме тытӑннӑ. — Чи малтан, манпа тата мистер Джеральдпа пӗрле каялла тавӑрӑнмашкӑн. Вӑрманта сасӑсем илтӗнчӗҫ, вӗсем ҫывхарса ҫитни палӑрать, хурахсем шӑпӑрт, пӗр сасӑсӑр кӗтсе тӑраҫҫӗ. — Пӗлмен. Вӗсем иккӗшӗ те шӑп пулчӗҫ. — Хитре тӗспе сӑрланӑ, — терӗ Шубин — Пӗр сӑмахпа — ҫутҫанталӑк! — Кунта вӗсен, ахӑртнех, ӗҫсем ай-яй пулнӑ, кунашкал япаласене эпир пӗлетпӗр. Ну, курӑпӑр, ку пите интереслӗ, мӗнле шыва… — Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе. Эпӗ — секрет пӗлетӗп! Темиҫе сехетренех вӗсем яхта ҫине ҫитсе кӗчӗҫ. — Мӗн тӗрӗс мар? Куҫ умӗнче ула-чӑла: картӑ ҫинчи паллӑсемпе цифрӑсем, симӗс тумхасемпе ял ячӗсем, чӗре пекех, кӑвак карандашран упаленсе тарнӑ пек туйӑнать. «А, эсир пиртен туйӑм япалисем ҫеҫ тӑвасшӑн, аван, эпир, туйӑм япалисем пулса, сире алла илӗпӗр» — теҫҫӗ хӗрарӑмсем. — Эпӗ тавӑрасшӑн вӗсене, тӑванӑм! — кӑшкӑрса ячӗ Петр, хӗрсе ҫитсе. Ыттине вӑл хӑратасшӑн ҫеҫ хӑтланчӗ, тен, вӑл мана хӑратса, мӗскӗнле тӑвасшӑн тӑрӑшрӗ пулӗ. Эпӗ калатӑп сире: кунран пурӗ те ирсӗрлӗх ҫеҫ килсе тухать, леш хай хаҫатсенче шӑп та шай хамӑр вулакан французсен дуэлӗсем йышшискер кӑна. — Турӑҫӑм! Ҫавӑнтах амӑшӗ тискер кайӑкӑнни пек ӳлекен сасӑпа ҫухӑрса ячӗ. Вӑл, сас-чӗвӗ кӑлармасӑр, тепӗр пӳлӗме, столовӑйпа юнашаррине кӗрсе кайнӑ. Шухӑшласа кӑна пӑхӑр: синьор унӑн пӑятамӑшне амантса пӗтернӗ, аслашшӗне пуп каторгӑна янӑ, ашшӗне король ҫакса вӗлернӗ, хӑйсем вара — шуйттан пӗлет вӗсене! — ҫав синьоршӑн, пупшӑн, корольшӑн пӑлханаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, пуля айне пырса кӗреҫҫӗ!.. Ҫавӑн пек шутлани ӑна ҫапах та питех ӗненмелле мар пек туйӑннӑ. Эпӗ паян каҫ тухса кайсан, тен, эсир, ыран кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, почта каретипе кайма пултаратӑр. Ҫакӑн пек хӗрарӑма хӑв ҫумӑнта тытас тесен, малтан алла сӑмала сӗрес пулать, унтан унӑн юбкине ярса тытас та тӗнчере мӗн пуррине манса каяс пулать. Ачасемпе аппаланасси темех мар вӗт, уйра сенӗкпе ӗҫлессинчен ҫӑмӑлрах, — сасӑпах иккӗленсе каларӗ колхоза нумай пулмасть кӗнӗ Ефим Кривошеев, хуторти уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ юлашки ҫынсенчен пӗри. «Кирлехчӗ ҫав, кирлӗ, пан голова!» Каҫ пулнӑ ҫӗрелле эпӗ урамра «герой» пулса тӑтӑм, пурте манран:— Нивушлӗ хӑрамалла мар? — тесе ыйтаҫҫӗ. Лешӗ шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ, вӑл хӗпӗртенинчен тӗлӗнмелле те пулман: учителӗ унӑн ашшӗ килӗнче апатланнӑ, арҫын ачан учителе кураймасӑр пурӑнмашкӑн сӑлтав та нумай пулнӑ. Хӑйсене пурӑнма кирлӗ япаласене козаксем мӗнле пӗтернине хула ҫыннисем хӑраса, сехӗрленсе пӑхса тӑчӗҫ. «Тухтӑр, тирпейлен!» — теҫҫӗ мана. Мӗн пулни пулман пулсан, эпӗ ватӑличченех ҫапла пурӑнаттӑм ӗнтӗ, вилнӗ чухне вара: лайӑх пурӑнса ирттертӗм кун-ҫулӑма, ытлашши лайӑх мар та, анчах пурпӗр киревсӗр мар, ыттисем пекех пурӑнтӑм, — тенӗ пулӑттӑм. Анчах вӑл сӑна юратать. Вара пӑхать, тепӗр арӑм утса пырать, тет. Англипе франци Российӑна хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ, славянсен пӗтӗм ҫӗршывӗ пӑлханать, восстание хатӗрленет. — Тэк-с, тэк-с, Николай Еремеич, — тесе калаҫать пӗр сасӑ, — тэк-с. Кӑна шута илмесӗр хӑварма юрамасть, юрамасть, ҫаплах… Пиччӗшӗ ун, сывлӑмпа йӑлт йӗпеннӗскер, ҫӑм витӗнкӗҫпе чӗркеннӗ те ҫаплах хунавсен хушшинче ҫывӑрать-ха. — Вара, Австралинчен тухсан… Юлашки пуплев вӗҫленмесӗрех пӗтрӗ. Ним те ан тумит ту, хӑюллӑн кил! те. Любовь Тарас патне тепӗр ҫыру янӑ, анчах хальхинче ӗнтӗ вӑл лӑпкӑрах та кӗскерех ҫырнӑ. Халӗ вӑл тетӗшӗнчен куллен-кун ответ кӗтсе тӑна, ҫав вӑхӑтрах, пӗлмен-туман тӑванӗ мӗнле иккенне тӗсмӗртме тӑрӑшнӑ. Пиҫсе ҫитнӗ арена мастерӗ Денни пӗрремӗш кругра пӗрре ҫапнипех ураран ӳкнӗ, ӑна кӗрес тесе ҫавӑрӑнкаласа, чееленсе хӑтланнӑ, хӑйне ҫапнине хирӗҫ ҫапма тӑрӑшнӑ, ҫапасран хӳтӗленнӗ. Таврара шӑплӑх. — Шуйттана кайтӑр ҫав ӑс парасси! — тавӑрчӗ Макҫӑм темӗнле йӳҫеккӗн. Ӑна халь ҫӗршыва хӑтаракан тесе хисеплеҫҫӗ. Апла пулсан та, Инсаров вырӑн ҫинчен тӑрса, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ; Ӑмӑрткайӑк пек чӗп-чӗрӗ, ҫирӗп шӑнӑрлӑ ҫын пулман-ха ҫав эпӗ. Пӗр кӗтессинче пӗчӗк валашка пулнӑ, вӑл ун ӑшӗнче йӗпетнӗ пӑрҫа тата шӳсе кайнӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем курнӑ. Вӑл ман ҫине темскер пӗлесшӗн пулнӑ пек пӑхса илчӗ. Вӑл сарлака ӑмӑрлӑ, ҫавракан курӑнакан кӗлеткеллӗ те ҫинҫе яштак ураллӑ, илемлӗ лаша пулнӑ. Тӗреклӗ те ӗҫлӗ эрех, унӑн нимӗнле уйрӑм тӗссем те ҫук. Пирӗнпе вӗсем хушшинчи уйрӑмлӑха куратӑн-и: ҫын теприне ҫапнӑ та — вӑл йӗрӗнет, ӑна намӑс, унӑн чунӗ ыратать, пуринчен ытла — йӗрӗнет! Никита каланӑ мӑйракаллӑ турра-и? Шӑплансанах урамра такам ури сасси илтӗнчӗ. Часах мана Кавказа куҫарчӗҫ, ку вӑхӑт вара кун-ҫулӑмра чи телейли пулса тӑчӗ. Пурӗ те пиллӗкмӗш ротӑшӑн ҫеҫ пурнӑҫ ҫӑмӑл та ирӗкчӗ. Павӑл пуҫне ҫытар анне чиксе мӑкӑртатрӗ. Унӑн лӑпланма пӗлмен пӗчӗк хура куҫӗсем эсир мӗн шухӑшланине пӗлме тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапла, сӑмахран, лагерь таврашӗнче бизонсен пысӑк кӗтӗвӗ ҫӳренӗ чухне, ваттисем вӗсене пӗрерӗн тухса тытма тата вӗсене хӑратса яма чарнӑ. Атя ҫывӑрма, Наталья, — терӗ. Камердинер нимӗн тума аптӑраса ӳкнӗ, пӗр вырӑна тӑп чарӑнса тӑчӗ те шуралса кайрӗ. Вӗрен, хам сывӑ чухне… э-эх, йывӑр вӑл пурӑнма! Унӑн амбразура урлӑ ярса пусса, пӳлӗме сикесси ҫеҫ юлнӑччӗ. Техасра команчасенчен хӑрушӑраххи ним те ҫук. Феничка, именнипе тата савӑннипе, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ. Ӑна кунтан илсе каяс мар пулать. — Манӑн вӑтӑр пус пур, — терӗм эпӗ. — Ай-ай, кӳп абрек! — терӗҫ вӗсем йӑнӑшкаласа, казаксем каякан еннелле аллисемпе кӑтартса. — Тӗрӗс, ӑна сивӗ, вӑл чӗтрет, ӳсӗрет. Вара юлашкинчен пӗлчӗ. Морис Джеральда хыттӑнах ҫын вӗлерекен тесе каланӑ. Унтан вӑл ман ҫул ҫӳремелли хута кӗнекене ҫырма тытӑнчӗ, эпӗ унӑн тирпейлӗ те шавсӑр пӳлӗмне капӑрлатакан картинӑсене пӑхма тытӑнтӑм. Вара каллех садӑн пиҫсе ҫитнӗ илемне уявлӑ чӗмсӗрлӗх ытамласа илнӗ. Халь Кольхаун лашине, юланут хулпуҫҫийӗ ҫинчи йӑрӑмлӑ серапэне, ягуар тирӗнчен ҫӗлетнӗ аттине те палласа илнӗ — ку пурте Морис-мустангерӑн пулнӑ. Сирӗн вара хулари хӗрсем урӑхла-ҫке, вӗсем качча тухсан туларах параҫҫӗ… Тата пӗтӗмпех калас-тӑк — ку хӗрарӑм ӗҫӗ мар. Мери аллисене чӗрҫи ҫине хуҫлатса хунӑ та хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче ларать; ҫӑра ҫӳҫне вӑл чӗнтӗрпе ҫавӑрнӑ чепчик ӑшне пуҫтарса чикнӗ; шурӑ хул пуҫҫийӗсене хӗрлӗ тутӑрпа витнӗ, урисене перссен тӗрлесе тунӑ туфли ӑшне чикнӗ. Анчах граф Толстой сочиненисене вулама тӳр килмен-и? Юрий ӗлкӗреймерӗ. Оклендалла пынӑ ҫул ҫинче унӑн отрядне халӗ те сыхласа тӑракан хӑрушлӑхсем ҫинчен манса вӑл пӗтӗмпех ҫав йывӑр шухӑшсене пӑрӑнчӗ. Картей аллине хуҫни сире паллӑ ӗнтӗ? — Ларса тӑма вӑхӑт ҫук пирӗн, — Андрей папкинчен хут листи туртса кӑларчӗ. Ку та ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗ ӑна. Колхозран пӗр банка шурӑ сӑр ыйтса илчӗ те, опытлӑ маляр пекех, хапхан симӗс сӑрпа сӑрланӑ аялти тимӗрлӗ пайӗ ҫине «Воропаев хапхи», тесе сулмаклӑн ҫырса хучӗ. — Манӑн кукка ҫапларах калать… Эсир, Тӳпе ывӑлӗсем, пӑхнипех вӗлереетӗр имӗш. — Ман Тимур сирӗн ҫуртӑра ҫаратма хӑтланса пӑхрӗ тетӗр-и? Вӑл, Лукашка. Эпӗ ӑна Марка тесе чӗнетӗп, шӳт туса. Эпӗ ӑна пӗрремӗш, е урӑхла каласан, пуринчен те аслӑ министр хуйхӑпа савӑнӑҫа, юратупа курайманлӑха, хӗрхенӳпе хаярлӑха туйса илме пултарайман чӗрчун пулни ҫинчен каласа патӑм. — Ҫывӑрас килмест, аннеҫӗм, манӑн, — тетӗп эпӗ ӑна, вара уҫӑмлах мар пулин те, ырӑ ӗмӗтсем пуҫа килсе тулаҫҫӗ, канлӗ ыйхӑ куҫхупанкисене пӗрлештерет, тепӗр минутран тӗлӗрсе каятӑн та вӑратичченех ҫывӑратӑн. Ҫичӗ барабанщик ним шарламасӑр мала тухса, командир умне йӗркеленсе тӑчӗҫ. Вӑл ҫапӑҫура вилнисен юнӗпе хӗрелнӗ ҫаран ҫийӗн утса ҫӳрет; башньӑна шӑпах ҫак ҫаран ҫинчен тапӑнма тытӑннӑ. Пӗрисен кайӑка ҫӳремелли пӗр кӗпҫеллӗ мӑн пӑшалсем е икӗ кӗпҫеллӗ пысӑк мар пӑшалсем, теприсен — пистолетсем, револьверсем, виҫҫӗмӗшсен — пысӑк ҫӗҫӗсем е тата томагавксем те пулнӑ. Лукашкӑн пичӗ ӗнерхи ӗҫкӗ хыҫҫӑн хӗрлӗ те шыҫмак пулса кайнӑ, папахи ӗнсе ҫине анса ларнӑ. Вӑрмансенче эрешмен ҫиенсене пӗтереҫҫӗ. — Атте ӑна. — Хаяр Иван ӗмпӳ ҫинчен-и, сӑмахран, Бонапарт ҫинчен те юрать, вӑл Мускава мӗнле вут тӗртни ҫинчен. Вӑл унта хӑех хӑпарса ларчӗ. Дамасков сан шухӑшупа кулак-и е ҫук-и? Вӑл хӑйӗнчен хӑй, сиртен, пӗтӗм ҫут тӗнчерен шӳтлесе кулнипе савӑннӑн туйӑнать, ку савӑнӑҫ килӗшӳсӗр, никам кӑмӑлне те ҫӗклеймест; вӑл хӑйне юриех сисӗнкӗ чӗреллӗ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшать. — Вӗсем кӑшкӑраҫҫӗ! — тенӗ Том. Ҫакна вара эсир тӗрӗс суд тетӗр-и? Эпӗ пӗлетӗп. Экипаж иртсе пынӑ сасӑ илтӗнмессерен чӳрече патне чупса пыратӑп та, алтупанӗсем ҫине тӗренсе, хӑнасем килессе кӗтсе урамалла пӑхатӑп. Ман патӑма Назарка килет, праҫнике сиплес. Хо! Марийка хӑй аллисене туртса илчӗ. — Кайран пӗлӗн, атя, васкар. Ҫӗр хӑвӑлне илсе килетӗн те вӗсене май килнӗ таран ҫепӗҫҫӗн калаҫма тытӑнатӑн, майӗпен-майӗпенех вӗсем сана юратса пӑрахаҫҫӗ, вара хӑйсемех килӗсене каясшӑн пулмаҫҫӗ. Ав вӑл, эрех таврашӗ. — Вӗсем халех ҫыран хӗрринчен кунталла ишсе килеҫҫӗ, — терӗм эпӗ. — Хытӑрах ишӗр! — кӑшкӑрса ячӗ капитан. Ӑҫта ӗнтӗ вӑл халь? Вӑл ҫӗр ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ, ывӑнса ҫитнӗ урисене йывӑррӑн ылмаштарса, йӑран хӗррипе стан патнелле кайрӗ. — Пӗрмай, хамӑн пӗтӗм пурнӑҫра эпӗ ырӑ ҫынсене тӗрӗссине ҫеҫ куҫран калатӑп, Кондратушка, ҫавна пула ӗнтӗ ҫак тӗнчере эпӗ хӑш-пӗрисемшӗн юрӑхсӑр алимент. Унӑн пуҫӗнчи капӑр, кӗмӗлпе тыттарнӑ йӗвен таткаланса пӗтнӗ, чӗлпӗр вӗҫӗсем сулланса тӑраҫҫӗ. Юлашкинчен, вӑл иконӑна хуллен прилавок ҫине хурать те картусне тӑхӑнса:— Ҫылӑх, — тет. Каса-дель-Корвӑран мустангерӑн пӗччен ларакан хӳшши патне ҫитме ҫирӗм миля пулнӑ. Чиркӳ вӗсен куҫӗсемпе хӑлхисене, алли-урине, пуҫ ҫинчи ҫӳҫӗпе юн тымарӗсенчи юнне, шӑмми-шаккипе ӑшчикне, арӑмӗпе ачисене, ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсене ылханнӑ; вӗсемпе хутӑшма чарнӑ, вӗсене ҫӑкӑр хытти е тумлам шыв паракана, вӗсемпе пӗр сӑмах та пулин калаҫакана ылханупа хӑратнӑ. Службӑра та, пурнӑҫра та чӗлхери пекех пулнӑ вӑл: служит тӑвасса калама ҫук аван служит тунӑ, питӗ аван юлташ пулнӑ, укҫа-тенкӗ парас-илес ҫӗрте чи тӳрӗ ҫын пулнӑ; анчах та ун ҫине ҫын ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхас пулсан, вӑл пур енчен те ытла лайӑх пулнӑран ӗнтӗ. Унӑн темӗскер ҫитсех кайман. — Ма вара? Халь пӗлетӗп», — тет. — Николай Антоныча, — тарӑхса персе ячӗ Катя, — вӑл Левитана юратать. — Питӗ аван! Ҫул ҫинче нимӗнле инкек те пулмарӗ. Хамӑр пата ҫынсене тата апат-ҫимӗҫ ярса парасса кӗтетпӗр. Хӑй вӑл лӑпкӑ та тикӗс сывлать, питӗнче пӗр мускул та сикмерӗ. Ӑнланатӑн-ши эсӗ мана? — салху ачашлӑхпа ыйтрӗ те ӑна ҫӳҫӗнчен асӑрхануллӑн чуптурӗ вӑл. Унтан герцог хӑма татӑкӗ илчӗ те ун ҫине ҫапла ҫырса хучӗ: УРНӐ АРАБ. Тӑнран тухман чух — ҫынна тапӑнмасть. Дик та хӑй пекех Негорӑна шанманнинчен Уэлдон миссис ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗ. Оленин хорунжие ятарлӑ стакан ҫине, Ерошкӑна ахаль стакан ҫине чей тултарчӗ. Хуҫа хӑй хӗрне, Глюмдальклича, лаша ҫине хӑй хыҫне лартрӗ. Ҫут тӗнче те кӗрӗк арки чухлӗ ҫеҫ туйӗнче пулӗ… Башня шал енӗ пырса кӗмелле мар ҫирӗп пек туйӑннӑ. Ҫапла калӑттӑм: эсӗ законсене — эпӗ ҫапма мар, хӑмсарма та пултармалла мар туса ҫыр! Ун хыҫҫӑн тин Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ. Ҫук, юлташсем, вӑл енне каймастпӑр. Вӗсем таса мар, вӑйсӑр, аренӑри хисепсӗр халӑх кӑна пулнӑ. Илсе тух ӑна! Базаров картузне ҫамки ҫине антарарах лартрӗ: — Мӗнле шутлатӑн, — терӗ вӑл юлашкинчен. Сураҫас тет урҫа, тарҫӑ тумашкӑн, — Кӑмӑлӑм ҫук ман ҫавна пӑхӑнмашкӑн!… Мӗнле каламаллаччӗ-ши тесе тӑрӑшса, вӑл куҫне мӑч-мӑч хупкаласа илчӗ, сӑмах калам тесе, ҫӑварне те карчӗ, ҫапах нимӗн те каламарӗ, вӑтана пуҫларӗ. — Ӑна хирӗҫ ҫакна кӑна калама пулать: калӑпӑр, дикарьсем пирӗн вилӗме ӗненмӗҫ, вӗсен шучӗпе эпир выҫӑ виличчен вӗсем пире хураллама пӑрахмӗҫ, тейӗпӗр. — Кунта… Ансӑр чӳрече леш енче капмар ҫӑлтӑрсем пӑрла ҫутӑпа ҫунаҫҫӗ, — вӗсен халӗччен курман чертежӗ тӗлӗнмеллерех те тискертерех. — Акӑ ӑҫтан килеҫҫӗ вӗсем, — терӗ те вӑл, май килнӗ чухлӗ вӗсен ҫулне кӑтартрӗ, 1942 ҫулхине ун ҫинчен асӑнма та хушмастчӗҫ. Унтан козаксен чакӑр бешмечӗ курӑнчӗ; ку бешмета Иван Никифорович ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех, хӑй милицие кӗрес тенӗ чух, мӑйӑхне ӳстерсе янӑ вӑхӑталла, ҫӗлетнӗ пулнӑ. Утта эсӗ хушнипе илсе кайнӑ-и? — Каллех, тусӑм, мӗнле утӑ ҫинчен сӑмах пырать ара? — Ку шурӑ вӑкӑр ҫинчен юмах ҫаптарни пулать вӗт-ха! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Давыдов. Хайхи коридорпа кайсан, ачасем часах ытармалла мар хитре ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухнӑ. Унӑн бассейнӗ глазурьпе сернӗ евӗрлӗ йӑлкӑшса тӑракан кристалсенчен юри тунӑ пекех пулнӑ. Бассейн шӑтӑкӑн вӑта ҫӗрӗ тӗлӗнче пулнӑ, шӑтӑкӗн стенисене темӗнле тӗлӗнмелле колоннӑсем, — тӗрекле сталактитсем-сталагмитсем пӗрлешсе ларнипе пулса тӑнӑскерсем, тӗкӗлесе тӑнӑ, — вӗсем известь шывӗн пӗчӗкҫӗ тумламӗсем нумай ӗмӗр хушши татти-сыпписӗр тумласа тӑнипе пулнӑ. — Илья мӗн вӑл! — мӑнкӑмӑллӑн пӳлет хорунжи арӑмӗ, — манпа калаҫас пулать. «Ҫитет!» кӑшкӑрса ячӗҫ запорожецсем: «кунтан лайӑххине калаймӑн». Полозов каретӑран темле триумфатор пек тухрӗ те кавирсем сарнӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗрекен пусма тӑрӑх хӑпарма пуҫларӗ. Илтетӗн-и? Ытла ан йӑпӑлтат — ӑна юратмасть вӑл. Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн…» Унтан вӑл ҫаврӑнчӗ те лавккине кӗрсе кайрӗ. — Вилла-Прайа ҫитсен унта, йӗркеллех пулмасан та, ҫапах та начар мар вырнаҫма пулать. (Вӑл акӑ ҫакна пӗлме пултарайман: пӗр кун маларах кӑна английски клубра, канмалли пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинче, вырӑссем банкетра саламлӑ кӗске сӑмах калама пӗлменни ҫинчен тавлашу тухса кайнӑ. — Ну, мӗнле? вырнаҫрӑр-и ӗнтӗ эсир кунта? — ыйтрӗ Краут Володьӑран. Вӑл ҫеҫкене ларнӑ терн тӗмесем хупласа илнӗ ҫӳллӗ те чӑнкӑ сӑрт тавра ҫаврӑнса иртрӗ. Эпӗ хамӑн вулакансем аван пӗлекен Иста шывӗ хӗррине аран-аран сӗнкӗлтетсе ҫитрӗм, унӑн чӑнкӑ ҫыранӗнчен антӑм та сарӑ тӗслӗ те нӳрлӗ хӑйӑр тӑрӑх таврара «Кӗрен шыв» тесе чӗнекен паллӑ ҫӑлкуҫӗ еннелле утрӑм. Тусӑм, Арина Тимофеевна, пӗр стакан эрех илсе тухса пар-ха мана! Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те. Вӗсенчен пӗри те вырӑсла пӗлмест! Вӗсем аяла анса ҫӳлелле хӑпарма тытӑнас тенӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк:— Шӑп тӑр! — терӗ Том. Марья урама чупса тухнӑ, анчах ачасем ҫывӑрни ҫинчен аса илнӗ те каялла чупса кӗнӗ, вара ачасемпе пӗрлех ҫунса кайнӑ… Вара пурте кӑшкӑрса ярса ман хыҫҫӑн чупма тытӑнаҫҫӗ. Пит юратакан аппӑш ывӑлӗ «Ӑна ыран, ыран суд тӑваҫҫӗ, турра тав! Лагерьте ҫӗнтернине уявласа ҫӗрӗпех ӗҫсе-ҫинӗ, ташланӑ, юрланӑ, ҫар ҫыннисем хӑйсем тӑшмана хыҫран епле йӗрлесе хӑвалани ҫинчен ҫӗнӗрен каласа панӑ. Унтан чӗрне вӗҫҫӗн малалла утса аяла чиперех антӑм. Вара Алексейӑн хӑйӗн те халь ҫеҫ ҫак юлашки ҫулӗпе ӑсатнӑ ҫын пек, Комиссар пек, чӑн-чӑн этем пулас килсе кайрӗ. — Калӑр-ха тархасшӑн, ав мӗн ярса панӑ! Хӑйӗн ҫитӗннӗ тата хастарланнӑ чунӗ паян мӗнпе тулса тӑни ҫинчен юратнӑ ҫыннине нихҫан та калама пултараяс ҫуккипе вӑл кичемленчӗ. — Пӗлетӗп, Даша инке. Ятлӑ ҫынсем хушшинче Университета кӗнӗ чух эпӗ ятлӑ ҫынсем хушшинче хамӑн пичче пекех йӑпанса ҫӳреме ӗмӗтленнӗччӗ, анчах ҫак хӗл ман унашкал йӑпанса ҫӳрес ӗмӗт татӑлчӗ. Вӑл мана малтан пӗр тилхепине, унтан тепӗрне парать; юлашкинчен тилхепесем улттӑшӗ те, чӑпӑркка та ман алла куҫаҫҫӗ, эпӗ хама питӗ телейлӗ туятӑп. Паркра картасем тытса ҫавӑрнӑ выльӑхсем ҫӳретмелли, тырпулсем акмалли тата сад ҫитӗнтермелли вырӑнсем пур. Ытла та ҫивчӗ сӑмахсем партие пысӑк пут лӑшу парса тӑракан ҫынсене кӳрентерме пултараҫҫӗ. «Вӑл хӗрарӑм сан пата пынӑ чухне сан пурнӑҫун пӗтӗм телейне илсе пынӑн туйӑнать» тенӗ вӗсенчен пӗри. — Акӑ комиссар та килчӗ! Халӗ ҫак шкулта та халӑх туллиех пулнӑ, анчах кунта вӑрҫӑчченхи йӗркесене ҫирӗп тытса пынӑ, форма тирпейлӗхне те хытӑ сӑнаса пыма тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен тасатман атӑшӑн, реглан ҫинче тӳме пулманшӑн е вӗҫме кайнӑ чух илсе каймалли планшета тепӗр чух, васкаса, пиҫиххи ҫийӗн ҫакса янӑшӑн, комендант приказӗ тӑрӑх, икшер сехет хушши строевой подготовка вӗренӗвне янӑ. — Анчах кунта нимӗн те ҫук, — терӗ Мерри, тӑпрана тимлӗн хыпашласа. Вӑл ав — гимназистсемпе, кӗнекесемпе… нумай вӗреннӗ ҫын… Ку акӑ манӑн упӑшка, сӑрт-ту инженерӗ Свиридов, паллашӑр», терӗ. Вӑл сӗтел, сӑмавар, эрех тата ҫутнӑ ҫурта илсе тухма хушрӗ те чей ӗҫсе тата сигӑра туртса ларчӗ, хӑйӗн ури патнех пусма картлашки ҫине вырнаҫса ларнӑ старик калавӗсене итлерӗ. — Сӑмах ыйт, вара калаҫ, — хӑтӑрса ӑнлантарчӗ ӑна Нагульнов, сӗтел хушшинче Давыдовпа Андрей Разметнов хушшинче лараканскер. Унтан вӗсем пурте пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑйӑр ҫине сиксе анчӗҫ, питӗ сумлӑн пуҫ тайса, хыҫалалла кӗрсе кайрӗҫ; халӑх алӑ ҫупрӗ, кӑшкӑрчӗ, каҫӑхса кайса хавасланчӗ. — Ҫапла… тен, — терӗ Негоро кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. Алӑк хыҫӗнче таҫталла каякан ура сасси илтӗнсе тӑчӗ. Тӗттӗмлениччен эсир ҫитес ҫӗре ҫитме пултаратӑр. — Ҫапла, — терӗм эпӗ вӑйсӑр саспа. Каҫчен те пурӑнаймӗ вӑл. Мӗн пулнӑ сире? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Ромашов. Ҫурта бомба лекнӗ вӑхӑтра Катя Розалия Наумовна патӗнче пурӑнман иккен, ҫаксене ҫеҫ пӗлме пултартӑм эпӗ Катя ҫинчен. Карттусне вӑл чалӑшшӑн лартнӑ, пӗр мӑйӑхӗ вӗҫне ҫӳлелле пӗтӗрсе тӑратнӑ, тепри аялалла усӑннӑ. Ҫавӑн пирки унӑн пичӗ чалӑш пек, путсӗр кулӑпа нӗрсӗрленнӗ пек туйӑнать. — Миҫемӗш сехет-ха халӗ? — тесе ыйтрӗ пӑртак тӑрсан. Урайӗнче, стена хушӑкӗсенче, урӑх ҫӗрелле илсе кӗрекен ансӑр алӑксен уратисем ҫинче ҫӑра тусан выртать. — Марыся, — терӗ вӑл, — эпӗ тӳсейместӗп текех, эсӗ те асапланатӑн; тинӗс хӗррине каям-ха, турпас пуҫтарам: кӑмакана та пулин хутар, тен, мӗн те пулин ҫимелли те тупӑп. Телей пирки ҫынсем асла тухаҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ пулӗ. — Пӑрахӑр ҫак вӑййа — тесе кӑшкӑрать Зеб, хӑвӑрт лашапа ҫывхарса пырса. Пуҫсӑр юланута курсан, унӑн куҫӗсем сасартӑк выляма пӑрахса, кӗленче куҫ пек пулса тӑнӑ, тути шуралса кайнӑ, янах шӑммийӗ аялалла усӑнса аннӑ. Аслӑ ка6инета тирпейлӗ те хаклӑ япаласемпе тултарнӑ; стенасем ҫумӗнче кӗнеке шкапӗсем тӑраҫҫӗ, кашни шкап ҫинче пӑхӑр бюст; мрамор камин ҫинче сарлака тӗкӗр, урайне симӗс пуставпа витсе кавирсем сарнӑ. Юлашкинчен, эпӗ аннене ыталаса илтӗм те, ун ҫумӗнчен хӑпа пӗлмесӗр, хамӑн хуйхӑмсӑр пуҫне нимӗн ҫинчен те шутламасӑр, татӑлса макӑртӑм. Джон Мангльс ҫакӑн ҫинчен Гленарвана пӗлтерме каларӗ. Герман вӑрҫинче эпӗ тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хутчен мана контузи пулнӑ, пӗр хутчен газпа сиенленнӗ, граждан вӑрҫинче виҫӗ хут аманнӑ, вӑтӑр лазаретра, госпитальсенче, больницӑсенче йӑваланса выртнӑ, ҫапах та эпех медицинӑра ним те ӑнланмастӑп пулать?! Пролетарисем пурте пӗр тӑван, анчах пансене эпир, шансах тӑрӑр, лайӑхах хӗстерӗпӗр. — Сыхланнӑ лаша вӑл пуринчен малтан ураран ӳкет. Эпир ҫав ҫутӑ пӑнчӑ еннелле ҫул тытрӑмӑр та газа хупнӑ хыҫҫӑн ӑнӑҫлӑнах анса лартӑмӑр. Чӑнах та, анне каланӑ тӑрӑх, эпӗ иккӗре чухне калаҫма пуҫланӑ, темле чирпе чирлесен сасартӑк калаҫма чарӑннӑ. — Тен, вӑл та путрӗ? Нимӗҫсен миномёт батареи малти линие персех тӑрать. Хӑйӗн сӑмахне вӗҫленӗ май, его превосходительство мана ыттисем пирки пурин ҫинчен те тӗплӗн каласа пама кирлӗ мар тесе пӗлтерчӗ. Ку ташӑ ман кӗвве лармасть. — Арӑмсем пирӗн уяв тӑваҫҫӗ ӗнтӗ. Эсир кинӗпе пурӑнакансем ҫинчен илтнӗ пулӗ-ҫке? Итлӗр мана, Павел Петрович, пӗр-икӗ кун тӑхтаса пӑхӑр, алхапӑлах нимӗнех те тупаймӑр. Ҫак пӗчӗк кӳлле пӗр пӗчӗкҫеҫ шарлак шыв юхса кӗрет, анчах ку шарлакӑн шывӗ сӗт пек шурӑ мар ӗнтӗ. Ҫуртсемпе хӳмесем умӗсенче тӗттӗмре ушкӑнӑн-ушкӑнӑн шурӑ тутӑрсемпе папахӑсем курӑнаҫҫӗ. Николай Петрович умӗнче Базаровран ютшӑннӑ пек пулнӑ; кӑна чеепе мар, темӗнле тивӗҫлӗхе пула тунӑ. Хӗрӗх хутчен вӗсем алӑ ҫапа-ҫапа илнӗ, уйрӑла-уйрӑла утнӑ, унтан каллех хире-хирӗҫ пырса тӑнӑ. — Мӗн хӑраса ӳкрӗн? Унта тӑраҫҫӗ вӗт-ха… Вӑрмантан ял еннелле, сапаланса, шинеллӗ ҫынсем чупаҫҫӗ иккен. Чалдонла-и? Э? Манӑн хамӑн та санпа тахҫантанпах калаҫас килет. Кельйӑра пӑчӑ пулса тӑчӗ, кӑмрӑк тата лампадкӑри ҫӑвӑн йӳҫек шӑрши кӗчӗ, ҫав шӑршӑ Петрӑн шухӑшӗсене сӳнтерсе пычӗ. Ҫав кунсенче чапа тухнӑ «Ла–5» халь тин лётчика хӑйӗн уҫҫӑн курӑнакан тата пытанса тӑракан пахалӑхӗсене кӑтартса пачӗ. Сасартӑк вӑл ман еннелле ҫаврӑнчӗ. — Питӗ ырӑ! Сывлӑх-мӗн суннӑ хыҫҫӑн, Иван Иванович ман еннелле пӑхса хаваслӑн кулчӗ. Ун пек кулнӑ чух унӑн пит-куҫӗ варинкке пек пулатчӗ те ӑна питӗ килӗшетчӗ. Вӑл хыпалана-хыпалана, шухӑшӗсене хӑваласа пынӑ пек, сӑмахсене вӗҫнӗ ҫӗртенех тытса илнӗ пек, ялта укҫапа е укҫасӑр пурӑнасси ҫинчен каласа пачӗ. Укҫа пулсан — хисеплӗх, пуянлӑх, савнӑҫ!.. Кӑна вӗсем ахаль ҫеҫ, юри, илемшӗн ҫеҫ хӑтланаҫҫӗ… Мӗншӗн вӑл манпа улах ҫӗрте курнӑҫасшӑн мар? Пирӗн шӳт тума, кулма юратакан ротмистр пурччӗ; вӑл ун чухне манран: «Санӑн, шӑллӑм, бутылкӑна пеме аллу ҫӗкленеймест иккен», — тесе те кулчӗ. — Эпир пӑшал пеме хӑнӑхман, пӑлхавсем туса курман. — Ҫук, Уэлдон миссис, — хуравларӗ Дик Сэнд, — пысӑк чӗрчунсем тӑранса пурӑнакан пӗчӗкҫӗ раксем хисепсӗр ӗрчесе кайни ӑна хӗрлӗн кӑтартать. Атте килте ҫук чухне вӑл апата та кӗнекине илсе пырать, пирӗнпе нихӑшӗнпе те калаҫмасӑр малаллине вулать, ҫавӑнпа эпир пурте ун умӗнче айӑпа кӗнӗ ҫын евӗр ларатпӑр. Санӑн Мишкуна больницӑна илсе кайрӗҫ, чугун штыкпа урине лапчӑтнӑ вӑл. — Тӗлӗнмелле, — терӗ Сайлас тете, — эпӗ хам та нимӗн те ӑнланмастӑп. Эпӗ чарӑнса тӑтӑм, мӗншӗн тесен нимӗнех те астума пултараймарӑм, унтан вара каллех, кӑна эпӗ лайӑхах астурӑм, Скачков матрос ҫинчен аса илтӗм. — Эсӗ мана пӗтӗмпех каласа паран пулсан, эпӗ сана ҫаптармастӑп, ҫийӗнчен тата мӑйӑр илмелӗх пилӗк пус паратӑп. Каламастӑн пулсан, эпӗ сана ху кӗтменнине кӑтартӑп. Ман дама пӳлӗмре пӗччен рояль каласа ларнӑ чух, ун ҫинелле пӑхса тӑрасси мана лайӑхрах пек туйӑнатчӗ. Анчах эпӗ ӑна ҫак пӗччен ҫӗрте тӗл пулсан та, унтан хӑрас ҫук… Предани каланӑ тӑрӑх Гуигнгнм сӑрчӗсенчен пӗринче темиҫе ӗмӗр каярах курӑннӑ икӗ еху пирки кӑна иккӗленме пулать. Ҫав предани каланӑ тӑрӑхах икӗ ехуран ҫак йӗрӗнчӗклӗ выльӑхсен пӗтӗм йӑхӗ ӗрчесе кайнӑ пулать. Вӗсем тӳсме ҫук илемсӗрленсе ҫитнӗ пулин те, хӑйсен сӑн-пуҫӗ тӗлӗшӗнчен эпӗ ҫав икӗ еху акӑлчансемех пулнӑ пулӗ тесе шутлатӑп. — Ан парӑн, Иван, турӑ пӑрахас ҫук Болгарие. Мересьев ӑна пуҫ пӳрнине ҫӗклесе кӑтартрӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл Зиночкӑпа калаҫнӑ чух ӑнсӑртран сиксе тухнӑ шухӑша аса илчӗ. Кун пек пулсан, тавлашусӑр пуҫне, нимӗн те тухмасть. Самантлӑха пурте шӑпланчӗҫ. Усадьба тавра ним сас-чӳ те ҫукчӗ; ҫулҫӑсем кӑна вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, ҫӳҫенсе-чӗтренсе, темӗн пӑшӑлтататчӗҫ те самантрах шӑпланатчӗҫ. Малтан ку уншӑн вӑйӑ пек кӑна туйӑнчӗ, кайран хӑратсах пӑрахрӗ. Темиҫе кун маларах ҫула хатӗрленме пуҫлани тӑрӑх, эпир мӗн те пулин ҫӗнни пуласса кӗтеттӗмӗрччӗ ӗнтӗ, ҫапах ку хыпар пире шалтах тӗлӗнтерчӗ. Володя хӗрелсе кайрӗ те чӗтрекен сассипе анне мӗн хушнине каларӗ. Атту амӑшӗ ҫитеркелет-ха. Итлӗр-ха, Тимофей Николаевич ҫулӗпе каясси… Пӑванӑн Джемма пӳрнисене пӑчӑртаса тытнӑ аллисем чӗтресе кайрӗҫ. Чӑх хӑйӗн ачисемшӗн асапланмасть. Анчах сире часрах ӗҫкӗ патне ҫитесси кирлӗ. Колхоз витинче дежурствӑра тӑма тивнӗ кунсенче кӑна унӑн ӑшчикки вӑркама чарӑнать. Алӑ тытнисем, пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхнисем, чӗнмесӗр тӑнисем, вӑл ҫуна ҫине кӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн: «Сывӑ пул, Митя!» тенӗ сасӑсем аса килчӗҫ. Давыдов ӳкӗтлесе те калаҫать. Вӑл колхоз ҫӗрне вакласа тӑкма, ӑна уйрӑм анасем ҫине пайлама тата кӗркунне туса ирттернӗ ҫӗрйӗркелӗве пӑсма юраманни, ҫавна пула ҫӗре кам ӑҫта илес тет ҫавӑнта касса пӑма пултарайманни ҫинчен ӑнлантарса парать. — Эпӗ лӑпкӑ, пӑшӑрханмастӑн, — вырӑсла ответ пачӗ хӗрарӑм. Акӑ тата капитан Кидд чарӑнакан вырӑн — ман юлташ матрос та вӑл вырӑна ҫапла калатчӗ. Эпӗ совет влаҫӗшӗн инкек куртӑм пулин те мана нимӗн те памалла мар-и? Хӗрарӑм пуҫӗпе сулса илчӗ те, чирлӗ ҫыннӑн питӗнчен тинкерсе пӑхса, ҫирӗппӗн:— Сирӗн, Егор, вӗсем килсессӗнех мана чӗнме ямалла пулнӑ! — терӗ. Пурте юрлама тапратрӗҫ. Акӑ юлашкинчен шӑтӑкла евӗрлӗ эрешлетнӗ явӑнса ӳсекен глицини тунисемпе витӗннӗ ҫӳлӗ чугун хапха. Farewell!» — Ку акӑлчанла каланӑ сӑмах вӗҫне никам та асӑрхамарӗ, анчах пурин те кӑмӑлӗсем тулчӗҫ. Халӑх ун умӗнчен ик еннелле сирӗлсе тӑчӗ. Мельбурна мана яма ыйтатӑп. Ӗненӗр, сэр, ку сӗнӗве эпӗ сирӗн интересшӑнах паратӑп! Унта тахӑшӗ матроссен авалхи, кичемлӗ, пӗр евӗрлӗ тата кашни йӗрки хыҫҫӑн чӗтретсе кӑшкӑракан юррине юрлать. Хамӑр тинӗс тӑрӑх пынӑ чухне эпӗ ку юрра нумай хутчен илтнӗччӗ. Вӑл юрӑ ҫав тери вӑрӑм, нимӗнле юрӑ ӑсти те ӑна вӗҫне ҫитиччен юрлама чӑтаймастчӗ, хӑйӗн чӑтӑмлӑхӗ мӗнчула ҫитнӗ таран ҫеҫ тӑсатчӗ. — Ҫук, ялан пӗччен мар. — Ҫук, сирӗн сиятельствӑ! — хуравларӗ Мойсей Мойсеич. — Ҫапла, — терӗ Джон Мангльс, — унта каяканни эпир хамӑр тума пултарайманнине тусан, вара ҫаплах пулать. «А эпӗ, тупата туршӑн, сире воевода тесе шутланӑ. Вӑл тӑнне ҫухатать, жандармсем ун ҫине шыв пыра-пыра сапаҫҫӗ те каллех асаплантараҫҫӗ. Мӗншӗн нимӗн те чӗнменнине хӑй те пӗлмест. Кольхаунӑн «хавхалантаракан» сӑмахӗ хыҫҫӑн, вӑл хирӗҫ тавӑрасшӑн ҫуннине ӳстерсе янӑ хыҫҫӑн, регуляторсем пӗтӗмпех Мориса ҫеҫ астуса пӑхнӑ. Анчах халӗ ӑна алӑ тӑсса паракан ҫын пур, ҫав ҫын океан урлӑ кӗпер хывать те Питта тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти тинӗс хурахӗсене: «Килӗр пирӗн пата, кӑмӑл тӑвӑр!» тесе чӗнет; вӑл Англие: «Акӑ Франци, тытса ил ӑна!» — тесе кӑшкӑрать. Ҫав ҫын — де-Лантенак маркиз. Вӑл ҫын халӗ революци аллинче. Анчах эсир ҫырнисем тивӗҫлӗ ҫынсене пырса ҫапас вырӑнне, урӑххисене пырса ҫапма пултараҫҫӗ. Ку ӗҫке хатӗрленнӗ чух генерал кухнинче поварсем ҫӗҫӗсемпе шаклаттарни хула тулашнех илтӗнсе тӑчӗ. — Чӑнах та хулӑн кӗпе тата сарафан тӑхӑнӑр та хӑюллӑнах Тугиловона уттарӑр, шантарсах калатӑп: Берестов сире куратех. Анчах та ку та ӗҫе малалла яма сахал пулӑшрӗ, мӗншӗн тесен ненецсем географи карттине искусство произведенийӗ вырӑнне хураҫҫӗ, вӗсенчен пӗри, ҫап-ҫамрӑкскер, карттӑпа юнашарах пӑлан кӗлеткине ӳкерсе, вӑл хӑйне те ӳкерчӗксем тума пӗлнине кӑтартасшӑн пулчӗ курӑнать. Ӑна Алексей фотографи тӑрӑх палласа илчӗ. Чӑн та, вӑл фотографи ҫинчи пекех илемлӗ пулман, ҫапах та паллама май пулнӑ. Ҫапла вӑл ҫула уҫӑлма тухни вырӑнне, тинӗсе — пӗве вырӑнне кӑна хурать! Ахӑртнех ҫитӗннӗ хӗрӗн питех те качча каясси килнӗ-тӗр, вӑл хӑваланӑ ӗнте старике ҫак пӳлӗмрен. Ун хыҫҫӑн — хӑраса, шуралса кайнӑ Кӑтра Яша пырать. Унӑн кӑмӑлне Давыдов пӗрре пӑхсах сисрӗ, ҫавӑнпа та вӑл, кулкаласа, чарӑнса тӑчӗ, сухаллӑ усалӑн атакине кӗтсе илме хатӗрленчӗ. Пуҫӗ ҫийӗн телейлӗ пепкесемлӗ хаваслӑ хӗрарӑм вӗҫет, вӗҫсе каяймасть. Ҫамрӑксем хупахсенче лараҫҫӗ е пӗр-пӗрин патӗнче улах каҫӗсем ирттереҫҫӗ, хуткупӑс калаҫҫӗ, киревсӗр юрӑсем юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ, намӑс сӑмахсене калаҫаҫҫӗ; ӗҫеҫҫӗ. Тӗксӗм лаҫра пӗр-ик минут вӑл сӑмах чӗнмесӗр юпа пек тӑчӗ, киленнипе куҫне хупса, ачаранпа пӗлекен, чуна тивекен шӑрша каҫса кайса шӑршларӗ, унтан ытараймасӑр мӑлатук ярса тытрӗ… Юлчӗ хресченсен класӗ. Анчах ан кулян, эпир ҫул ҫӳресе йӑпанма ҫеҫ тухнӑ ҫынсем, ҫавӑнпа та пире кунта тытӑнса тӑма та кирлӗ мар. Мана кӗрешсе ҫӗнтерме ҫӑмӑлах мар, мӗн ачаранпах иртӗнетӗп… Кун хыҫҫӑн патша ура ҫине ҫӗкленнӗ, хӑйне ҫӑвӑнмалли пама хушнӑ та ылтӑн скарабейсемпе тӗрленӗ чи паха, чи капӑр йӗпкӗн-хӗрлӗ хитон тӑхӑннӑ, пуҫӗ ҫине юн теслӗ рубинсенчен тунӑ кӑшӑл хунӑ. Кмет килсе кӗчӗ, тӗрӗксем умӗнче вӑл путек пек курӑнчӗ. — Сысна! Пире, ыйткалакансем пек, ҫирӗм алӑка та шаккаттартӑн ҫакӑнта ертсе ҫитериччен! Мӗн пытарса тӑратӑр-ха эсир хӑвӑрӑн… Ҫав самантра вӑл Горева ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Серафима калас пулать, асӑрхатӑр вӑл ӑна, чир ан ерттӗр тата… — Ҫакна ӗненетӗп те-ха эпӗ, — терӗ вӑл малалла, — эсир хӑвӑра тыткалани кӑштах иккӗлентерет те, анчах сирӗн ун пек тума сӑлтавӑр пур-тӑр, эпӗ вӗсене пӗлместӗп, ҫавӑнпа сирӗн мана шанса вӗсем ҫинчен каласа памаллах. Ҫавраҫил шуйхатнипе, нимӗн те ӑнланса илеймесӗр, курӑк ӑшӗнчен карӑш вӗҫсе тухрӗ. — Аха, аллуна касса татнӑ иккен! — Юрать. Манӑн малтанхи шухӑшӑм ҫирӗпленсе ҫитрӗ, судьясем манран эпӗ Швабрин каланине хирӗҫ мӗн калама пултарасси ҫинчен ыйтсассӑн, эпӗ хам ҫинчен айӑпа сирсе ярас тӗлӗшпе малтан каласа панисӗр пуҫне урӑх сӑмахӑм ҫукки ҫинчен каларӑм. Вӑл йӑтса пыракан ача ҫухалнӑ. — Ку мӗнрен килнине пӗлтӗм эпӗ! Ҫынсене темле тӑратса тухсан та, кашни туйрах чикӗ леш енчен пур тӑванӗсем те килеҫҫӗ. Анчах ӑна пӗр хӗр кӑна — Марийка Логова ҫеҫ кӑмӑла кайнӑ; пахчара тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Марийка яланах ун куҫӗ умӗнче курӑнса тӑнӑ, Андрей ӑна юратса пӑрахнипе сахал мар вӑрттӑн асапланнӑ… Эпӗ вӑл кӑшкӑрма чарӑнасса кӗтсе тӑтӑм. Эпӗ вӗчӗрхенме пуҫларӑм, Ивин кирек ӑҫталла пӑхнине те ҫийӗнчех асӑрхарӑм, вӑл Фрост куҫӗсемпе тӗл пулмассеренех: «Мӗншӗн килнӗ-ха вӑл пирӗн пата?» — тесе ыйтнӑ пек ӑнлантӑм. Корчагин тухса каяс тесе ҫавӑрӑннӑччӗ. Ҫак самантра, шӑп эстрада патӗнчи малти ӗретрен, такам ура ҫине тӑрса, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫитет проституциленме! — Акӑ вӑл, чул ҫинче аванах выртать, ҫавӑн пекех хронометрпа термометр та нимӗн те пӑсӑлман. Кайран аса илтӗм, анчах ҫунат мана ҫӗр ҫумӗнчен таҫта шуйттан таранах ҫӗклесе улӑхтарса кайнӑ иккен! 1942 ҫулхи кӗркунне вӑл сӑмаха пӑлханса, чӗрене ыраттарса каланӑ, ӑна хула ҫинчен асӑннӑ пек мар, ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ ҫывӑх ҫын ҫинчен асӑннӑ пек каланӑ. Кунта хам курнӑ пӗрремӗш профессор питех те пысӑк пӳлӗм варринче тӑрать, ӑна йӗри-тавра хӑйӗн вӗренекенӗсем пурӗ хӗрӗх ҫын ҫавӑрса илнӗ. Пиччен куҫне нимӗн те курӑнман, анчах вӑл темшӗншӗн кӑмӑлсӑрланнӑ; вӑл подзорнӑй трубапа пӑхать, унтан ҫилленсе аллисене пӗр-пӗрин ҫине хурса тӑрать. — Талькав! — тесе пӗр сасӑпа ҫӗкленчӗҫ ытти ҫулҫӳревҫӗсем те. Нина Капитоновна хӗрхенетчӗ те пулӗ ӑна. Ҫӗре курсан вара пурнӑҫ мӗн тумаллине хӑех кӑтартса парӗ. Анчах та Франд-Иосиф утравӗсем хушшинчи Британи каналне ҫитме тӑрӑшсан лайӑхрах пулӗ. Ун тӑрӑх вара, пӗлерех паракан, Флор сӑмсахнелле кайӑр. Унта, манӑн шутпа, апат-ҫимӗҫ те, хуралтӑсем те пулассӑн туйӑнать. Санӑн ҫу заводӗнче пресс вырӑнӗнче пулмалла, хӗвел ҫаврӑнӑшӗнчен ҫу хӗссе кӑлармалла… Эсӗ мӗн ман ҫӑвара хуплатӑн, сӑмах та калаттармастӑн? Халех калатӑп. Килнӗ ҫын чӗлпӗрне кил хуҫине тыттарчӗ. Вӑл ыранхи кун ҫинчен мар, пулас ҫапӑҫу ҫинчен мар, вилмелле пуласси ҫинчен те мар, тахҫан Камышин хули хӗрринче вӗсем валли юрланӑ шӑпчӑк ҫинчен, «хӑйсен шӑпчӑкӗ» ҫинчен, Оля ҫинчен, тӑван хули ҫинчен шухӑшларӗ. Марьяна вӑл пуҫ тайнине хирӗҫ вӑраххӑн пуҫне пӗшкӗртрӗ, тӑпрас ҫине ларчӗ те хӗвӗнчен хӗвелҫаврӑнӑш кӑларчӗ. — Тӗрӗс, — ҫирӗплетрӗ Джон Мангльс. Хӑмӑл хушшинче чӑлтӑр-чӑлтӑр чӑпӑл курӑкӗ тата шупка шерепеллӗ курӑк ларни те ҫул ҫинченех курӑнать. Анчах хаҫачӗ ҫав укҫана тӑратех, тен, унтан та хаклӑрах пулӗ… — Матур, эсир тӗрӗс тунӑ, матур, — терӗ Сталин, сывпуллашнӑ май. — Ах, инкек, ӗҫ тарӑна каять сан, Алёха тӑванӑм! Кӑткӑ йӑвине туземецсем тапӑнса тыткӑна илнӗ хыҫҫӑн вӗсене вунӑ негр-салтакпа Кванза ҫыранӗ хӗрринчен Казондене ӑсатрӗҫ. Ку ушкӑна Гарриспа Негоро ертсе пычӗҫ. Калама ҫук кӑмӑла ҫӗклекен сӑмах «юлташ», тени. «Анчах Паша ларать… Казачкӑсем иккӗш те пӳрте кӗреҫҫӗ; ӗҫпе хытнӑ, вӗтӗ япаласене тыткалама хӑнӑхман алӑсем чӗтреҫҫӗ — Кавказра сайра тӗл пулакан хаклӑ шӑрпӑк кӑрупки ҫинчен хуппине хывса илеҫҫӗ. Ҫакӑ Александра Ивановнӑна хытӑ пӑшӑрхантарчӗ. Ҫав хӑрушӑ, сенкер хӗҫ каллех тинӗс тӗпӗнчен ҫӳлелле йӑлтӑртатса хӑпарать, хӑпарать те, каҫ тӗттӗмне тепӗр хут касса, ҫӗнӗрен, анчах та халӗ ӗнтӗ тепӗр еннелле тӑсӑлса выртать. — Магацитл, — терӗ те марсиан — тӳпенелле тӗллесе кӑтартрӗ. Хурал пуҫлӑхӗ васкаса пычӗ те подвал алӑкне уҫрӗ. — Эпӗ вӗсенчен вӗренсе пыратӑп… Ӳчӗ кӑвак тӗслӗн курӑнмаллӑхах сухалне хыртарса янӑскер, уссине кастарнӑскер тата ҫӑварне сигара хыпнӑскер, вӑл подрядчик манерлӗ туйӑнмасть. Ҫывӑхри куреньре пӗр вӑрӑм ҫӳҫлӗ козак пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ пек пулчӗ, вӑл та часах каллех ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ. Эльбрус ҫине хӑпарма пултарнӑ пекех». Юлашкинчен шпион хупахра йӗрлесе асӑрхама тивӗҫлӗ пӗр ҫын та ҫуккине ӗненсе ҫитрӗ. Приемник ҫине пуҫне пӗкет те, Воропаев Европӑн эфирти вӑрттӑн шухӑшӗсене итлет, Европа, вӗри чирпе аташнӑ пек, ӑна хӑйӗн ӗмӗчӗсене мӑкӑртатса каласа парать. Апостол ҫырнинче те каланӑ-ҫке… Эсир ӑна пытармастӑр пулӗ тетӗп! Ӑҫта пӑхнӑ унтах чул ҫумне перӗнекен кӗреҫесем танклатса илеҫҫӗ. Вӑтамсемпе чухӑнсен тыррипе Совет Союзне тӑрантарса усраймӑн. О, самана! Вӑрттӑн вӑхӑтсем, чӗре таппи, ҫут тӗнчен пӑрлӑхлӑ анлӑшӗ, — шӑпах унта вӗҫеҫҫӗ сарӑлса чармакланнӑ вӑхӑтсем! Акӑ! Нимӗн ӑнланман Том Аустинран пурте: Епле майпа? Джемма баррикадӑсем ҫинче ҫапӑҫӗ. Ҫичӗ ҫул тултарсан, фабрикӑра ӗҫлеме тытӑннӑ, унта вӑл шпулькӑсем ҫине ҫип чӑрканӑ. Кам пӗлет, тен вӑлах йывӑр кунсенче Катьӑна пулӑшса тӑнӑ пуль? Катапац чуллӑ ҫӗрсем ҫине хытӑ пӑхса тинкерчӗ. Ниҫтан тухма шӑтӑк тупаймарӗ те, мулӗ ҫинчен анса аллисене кӑкӑр ҫине тытрӗ. Паляныця унӑн приказне пурӑнӑҫа кӗртме пуҫлӑр! Вӑл тата мӗн-тӗр питӗ пӗлтерӗшлине те ырӑ марскерне хушса калассӑн пулнӑ пек туйӑнса кайрӗ мана, пичӗ тӑрӑх унӑн хаяр кулӑ та мӗлтлетсе илнӗнех курӑнчӗ. Пӗтӗм хулана илтӗнет! Акӑ пӑхӑр-ха, пӗр-пӗрне вӗсем мӗнпе хӑна тӑваҫҫӗ. Куратӑр-и ҫак пӗлтерӗве? Ун патне ҫывӑхри ялтан икӗ ватӑ ҫын — упӑшкипе арӑмӗ — час-часах пыраҫҫӗ. Хулара хускану тата шӑй-шай пуҫланса кайнинчен Тарас ҫакна лайӑх курса тӑнӑ, вӑл васкавлӑ ӗҫе тытӑннӑ, япаласем купаланӑ, приказсемпе наказсем панӑ, куреньсене виҫӗ табор туса тӑратнӑ, вӗсен йӗри-тавра лавсене крепость евӗрлӗ вырӑнаҫтарнӑ, — лавсене кун пек пуҫтарсан запорожецсене никам та ҫӗнеймен, — икӗ курене засадӑна тӑма хушнӑ, кирлӗ вӑхӑтра тӑшман утлӑ ҫарне ҫакӑнта кӗртсе ярӗ тесе, хирӗн пӗр пайне шӗвӗр патаксем, пӑшал хуҫӑкӗсем, сӑнӑ татӑкӗсем ҫаптарнӑ. Ҫурт фасачӗ тӑрӑх пур карнизсем ҫине те тата крыша тӑррине те ула кураксене, кӑвакарчӑнсене, ҫерҫисене ӳкерсе хутӑм, ҫӗр ҫинче чӳрече умӗнче зонтиксем карса кукӑр туналлӑ ҫынсем утнине ӳкертӗм, вӗсем чалӑш-чӗлӗш пулнине зонтикӗсем пӗтӗмпех хупласа хурайманччӗ. — Мӗнех вара, турра шӗкӗр, эпӗ сывӑ, пур енчен те сывлӑхлӑ; тухатмӑш арӑм ҫеҫ пӑсса хӑварчӗ… Демид Молчун, пуҫне тискер кайӑк пек алӑк хушшинчен кӗрекен ҫиле хирӗҫ хунӑ та, шавлани ан илтӗнтӗр тесе, сӑхман аркипе витнӗ, хыҫалти тенкел айӗнче канлӗн ыйӑха тӑсать. Унтан, ҫавӑнтах сассине антарса, хурланчӑклӑн: — Сире кирлӗ мар-ҫке вӑл! — тесе хушса хунӑ. Уйрӑлу Эпӗ ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем пулса иртсен тепӗр кунне, кӑнтӑрла вуникӗ сехет тӗлне, кӳмепе ҫӑмӑл урапа хапха умне ҫитсе тӑчӗҫ. Унӑн пичӗ ҫине тусан вӗҫсе ларнӑ, куҫӗсенче ҫав тӗксӗм хӗвеланӑҫне пӗҫертсе илекен уяр ҫиҫӗмсен ҫуттисем вӗлтлетсе илеҫҫӗ пек. Амӑшӗ, чашӑк-стакансене сас кӑлармасӑр тыткалама тӑрӑшса, чей ярса пачӗ, хӗрӗн пӗр пек юхса пыракан сӑмахӗсене итлесе ларчӗ. Хӑйсем ҫиме шутланӑ ҫын халь малалла шуса пынӑ пулин те, ҫапах кайӑксем ҫӑткӑн инстинкчӗпе вӑл ҫынӑн вилӗмӗ ҫывӑххине сиснӗ. Кӗрхи тӗттӗмре сивӗрех пек тата хӑрамалла питех те хӑрамалла!.. «Мӗн мурӗ сӗтӗрсе килнӗ ҫакӑнта Артёма? Ҫавна шутласа кӑларма унӑн мӗнле те пулин меслет пулнӑ-ши? — Мӗн пуррипе. Хӑш чухне хуҫисем патне вӑл Марьяна урамран кӗричченех пырса ларчӗ. Ку, тусӑмсем, шалти туйӑм, чун туйӑмӗ! Кӑвак костюм тӑхӑннӑ (гимнастерка, галифе, кепка) сарлака хулпуҫиллӗ, уссиллӗ арҫын Воропаев ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑрать; сылтӑм аллине, чӗннӗ пек, тулалла тухмалли алӑк еннелле сӗлтет. Унта вӑл хӑйӗн пӗлекен тусӗсене: шкулта пӗрле вӗреннӗ Мишка Левчукова тата Ваня Кулешова тӗл пулчӗ. Анчах мӗн тери лайӑх вӑл манран! Вӗсем Индине лекмен-ши? Ҫапла пулин те вӑл кашни каҫах, ывӑлӗ ут витине тарса кайсан, кантӑк уҫса чавсаланса ларатчӗ те тӗмсӗлсех итлетчӗ. — Укҫа вӑрлама тата арӑма улталама лайӑх мар. Йӗри-тавра вӑрман, аялалла кукӑр-макӑр ҫул авкаланса анать. Вӑл чее яшӑ мар, унтан эпир пурне те ыйтса пӗлӗпӗр. Пӗр виҫ-тӑват минута хушши Гальвей ҫынни ним шарламасӑр ларчӗ. Эпӗ капитана пуҫ тайса тав турӑм, голландец енне ҫаврӑнса вӑл язычниксенчен те хыт чӗреллӗрех пулнишӗн хам ҫиленнине пӗлтертӗм. Ҫак вӗҫев лайӑх иртсе кайрӗ тесе калама пултараймастӑп. Ҫак шуйттансем ҫине пӑхатӑн та — вӗсем ҫак ӗҫе ахалех пуҫласа янине ӑнланатӑн, — хӑйсене кӑлӑхах пӗтереҫҫӗ, тетӗн. Астӑвӑр-ха, ҫак ӳсентӑрансем ӑшӑ та нӳрлӗ ҫӗрте епле аталанса ӳсме пултараҫҫӗ. Ҫав тери айван иккен эпӗ, темӗн те кӗтме пулать манран. Суранӗсем ҫинчен калас пулсан, вӑл шӑйӑрӑлнисем ҫеҫ вара. Поэма мана шутсӑрах хумхантаратчӗ, лайӑх туйӑннипе сасӑ та ҫӗте-ҫӗте ларатчӗ, эпӗ стихсен строкисене лайӑххӑнах кураймастӑм, куҫҫуль тухса каятчӗ. — Эй, кулугур! — шӳт туса чӗннӗ Игнат арӑмне. Секретарь шӑп пулать. — Комков ҫав пионер ҫинчен, хӑйшӗн ҫывӑх ҫын ҫинчен калаҫнӑ пекех, калаҫрӗ. Политрук Крамер хӑйӗн вак-тӗвек ҫырмалли кӗнеки ҫине темскер ҫыркаласа ларать. Чартков хӑй хваттерӗн малти чӑтма ҫук сивӗ пӳлӗмне кӗчӗ; анчах художниксем хӑйсен малти пӳлӗмӗ сивӗ пулнине асӑрхамаҫҫӗ. Шӑллӑм вӗҫтерсе килет вӗт. Тата палатӑри юлташсем ҫак тӗнче тӑрӑх нумай ҫӳренӗ ҫар ҫынни Клавдия Михайловнӑна пит ачашшӑн кӑмӑллама пуҫланине асӑрхарӗҫ. Паллах, эпир сана пӑрахса хӑварни начар, анчах чечче чирӗпе те шӳтлеме юрамасть, хӑвах чухлатӑн. Вӗсен пурин пуҫӗсем те сылтӑмалла е сулахаялла чалӑшса тӑраҫҫӗ; пӗр куҫӗпе аялалла, тепринпе ҫӳлелле пӑхаҫҫӗ. — Аха, — тенӗ Мурӑмски, — сирӗн ӗҫ пӗтӗмпех мая кайнӑ мӗн… — тенӗ. Тен, Бойчо тусем ҫинчен анчӗ пуль, Марийка йыснӑшӗ пурӑнакан Мӑнастир ҫырмине ҫитнӗ пуль те хӑй кунта иккенне пӗлтерме Марийкӑна янӑ пуль — ҫапла пулма пултарать! Ан йынӑш-ха эсӗ каплах. Питӗ хӑрушӑ. — Мӗнех, лар пирӗнпе, Марьянушка, — терӗ амӑшӗ. — Ҫук ӗнтӗ, пусӑ тусан лайӑхрах, — хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Григоров, — нимӗҫсен таврашӗнче шыв ытла сахал, шыв вырӑнне вӗсем сӑра ытларах ӗҫеҫҫӗ. Мӗнех, хам офицера эп, ӑнланатӑр-и — хам офицера, шанмасӑр тӑма хӑю ҫитерейместӗп. Боцман мана руль патӗнче «вахтить» тума, ҫав тискер кайӑка пулӑшма хушнӑ. Коридорта Кораблев иртсе кайни курӑнчӗ, эпӗ ун хыҫӗнчен чупса кӑйрӑм. Ҫӗрлесенче ҫӗр ҫӗмӗрсе ташлаҫҫӗ, урасем тапӑртатни кӑна илтӗнсе тӑрать, вӗсен ури тупанӗсене хӗрхенес килет: пурнӑҫӗсене шеллемесӗр, ытла та хытӑ ҫӗре тӑрӑслаттараҫҫӗ-ҫке-ха вӗсем пушмак кӗлисемпе! — Акӑ хуйхӑ мӗнле юрлать! — тет кукамай. Кам ахахсене илет, Унне куҫне шур илет!.. — Анчах ҫавӑнтах кулса илчӗ те, хӑй кулнине ывӑлӗсем асӑрхасран, ҫӑварне аллипе хупларӗ; ҫак самантра вӑл хула ҫыннисемпе Алексей масар пирки мӗн тери хӑюллӑн та ӑслӑн тавлашнине аса илчӗ: Дрёмов ҫыннисем Артамонов рабочийӗсене хӑйсен масарӗ ҫине пытарттарасшӑн пулман. — «Господасем, Ромашов тиншӗкӗ-иҫ, ара, ку! — палласа илет Гайнана хӑшӗ-тӗр. «Ма калас мар-ха ӑна лешӗн пирки те, япӑххи нимӗн те ҫук-ҫке кунта. Казаксем йӑшӑлтатса илчӗҫ, калаҫма пуҫларӗҫ. Каламастӑп кун ҫинчен Петьӑна. — Диарбекиртен е таканран ҫӑлӑнма ӑна пит те ҫӑмӑл пулмасть-ха. Рудольф Митман пӗртак тӑна кӗнӗ пек пулчӗ. Халь ӗнтӗ пӳртре унӑн салтакӗсем те, леш хайхи, таса нимӗҫ чӗлхипе сӑмахлама хӑтланакан мӑнтӑртарах вырӑс офицерӗ те ҫук. — Ҫапла, — хӑй сӑмахне кӑмӑлсӑррӑн малалла тӑсрӗ Шубин. — Пӗлетӗр-и, сэр… Апла пулсан, ухмахсем. Кама пуҫа пырса кӗме пултарнӑ-ши ҫавӑн пек ҫӗрте кайӑк тытасси? — Ҫӗлӗкне тӑхӑн. Анчах кукамай ӑна сиввӗн чарса хучӗ: — Чарӑн-ха ашшӗ! Асатте те макӑрчӗ вӑл пире хӑваласа ячӗ хӑй масар ҫинче юлчӗ эпир тӗмӗсем хушшинчен вӑл епле макӑрнине пӑхрӑмӑр вӑл та часах вилет». Турра унти пек чӗререн юратни, унӑн идеалӗпе тата вӑйӗпе киленни ҫук кунтисен. Унӑн хӗррисем ҫав тери чӑнкӑ. Половцев. Анчах укҫа-тенкӗ… ГПУ… Мӗнле укҫа? Кӑҫалхи ҫуркунне ҫӗр те вунӑ теҫеттин ҫерем уҫатпӑр, атьӑр-ха ҫав ҫӗр ҫинче херсонла ҫӗртме туса хӑварар. Учетчикпа-и? Ҫанталӑк шӑрӑх, эпӗ мӗн, хӗрелсе кайнӑ-и? Ҫак сӑмахсем пӗр минутлӑха Петрӑн хӑлхине пырса кӗреҫҫӗ, анчах та Наталья чӗркуҫҫийӗ е чавси сӗртӗнсе унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне чӗтретсе ярсанах, вӑл вӗсем ҫинчен манса каять. Мӗнле ирӗк! Вӑрман ӑна ӗҫтернӗ те, ҫитернӗ те, вӑрман ӑна тумлантарнӑ та. Унта паян повар арӑмӗн менелникӗ, ӗнер вӑл пире хӑнана пыма чӗнсеччӗ. Учительсем ман патӑма ҫӳреме чарӑнмарӗҫ, Сен-Жером эп епле вӗреннине асӑрхаса тӑчӗ, кӑмӑл туртмарӗ пулин те, эпӗ ирӗксӗрех университета кӗме хатӗрлентӗм. Вӗсене чӑнлӑха ҫавӑрма урӑхларах, нимпе танлашайми пысӑкрах ӗҫ-пуҫ сиксе тухмалла. — Хӑвӑрах куратӑр, урӑ пуҫпа эпӗ тапӑннине япӑх сирсе яратӑп. Унӑн пуласлӑхӗ питӗ лайӑх пулмалли ҫинчен малтанах калатчӗҫ. Шурӑрах кӑвак катара, куҫа курӑнакан юлашки ту тӗтрепе пӗрлешсе кайнӑ ҫӗрте, яра кунӗпех ҫурма тӗттӗм ҫанталӑк тӑрать е ҫумӑр пӗрӗхкелет, анчах кусем пурте тавралӑхӑн чее вӑййи кӑна. — Хуп, ахалӗн вӗсем каллех килсе тулӗҫ… Ну нимех те мар, унта хытах хӑрамалли пулас ҫук. Сад пахчи! Анчах Тоня ун ҫинчен хӑех чухласа илчӗ, ҫавӑнпа Павела ҫиленни пӗр сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. — Сылтӑмри! Тен ман хӑлхасем йӑнӑш илтрӗҫ пулӗ? Кайран вара 17… ҫулхи сентябрь уйӑхӗн 6-мӗш кунӗнче турӑ ирӗкӗпе унӑн ашшӗ вилнӗ; ӗҫе суд урлӑ татса пама ыйтакан-шыраканӗ генерал-аншеф Троекуров 17… ҫултанпа мӗн ачаранпах ҫар службинче тӑнӑ, службӑра чухне ытларах чикӗ леш енчи походсенче пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ашшӗ вилни ҫинчен те, ун хыҫҫӑн мӗнле имени юлни ҫинчен те хыпар илме пултарайман, халӗ, ҫав службӑран пуҫӗпех отставкӑна тухса, хай ашшӗн К… тата Р… уездӗнчи тӗрлӗ ялсенчи… Кӗтмелле пулчӗ. Боцман мана карапа мӗнле тытса пымалли ҫинчен вӗрентрӗ, часах эпӗ ку енӗпе пысӑк ҫитӗнӳ тума пултартӑм. Унтан эпир иксӗмӗр те лартӑмӑр та, апат ҫиме тытӑнтӑмӑр. — Хыпар-хӑнарсӑр ҫухалчӗ; Кавказа кайнӑ, теҫҫӗ. Вӑл йӗнине никам та курман. Пурпӗрех хӗрарӑмсем ҫу каҫипе ӗҫсӗр аптӑраса кахалланса ҫӳретчӗҫ», — шухӑшлать вӑл, ӗлӗкрех, хӑйӗн уйрӑм хуҫалӑхне уралантарнӑ чухне калчисене ҫумламаншӑн ӳкӗнсе. Вӑл Марьянка ҫине пӑхрӗ те ӑна тусемпе тӳпен илемне юратнӑ пек (ӑна хӑйне ҫапла туйӑнчӗ) юратрӗ, вӑл унпа нихӑш енӗпе те хутшӑнса ҫыхланса кайма шутламарӗ. Унтан, пружина ҫинче тӑвать тейӗн, хӑрах ура ҫинче кӑна ҫаврӑнса, икӗ тон аяларах илсе, каялла пач пӑхмасӑр хушса хурать вӑл юрланӑн: — Та-ан-лӑх сылтӑмалла-а! — Нимӗн те ӑна-кӑна асӑрхаймарӑмӑр, — терӗ Вильсон. — Вырнаҫса тӑрӑр! — терӗ Иван Игнатьевич та ҫурӑк сасӑпа. Чунтан шеллесе, пуҫне сулкаласа, куҫӗпе ӑсатса ячӗ ӑна Аркашка арӑмӗ, Макар хӑйсен кил картинче автан юнне ним хӗрхенмесӗр юхтарнӑран хытӑ тӗлӗнсе. Юсанишӗн кам тӳлет? — Мӗнле мӑшкӑл ку. Апла пулсан, эпӗ вӑхӑта харамах ирттертӗм мӗн. Павел ӑна: «Ӗҫес килет», тесе калӗ. Ҫавӑн чухлӗ ҫӑкӑр кӳпсе тултарсан — хырӑму ҫурӑлса кайӗ! Персе ҫитсен те, сан арӑму пек мар эпӗ: алӑк сули урлӑ каҫармӑп! Унӑн варринче вут кӗрлесе тӑрать, нумай вырӑнсенче ҫав вут вулкан вучахӗсемпе гейзерсен пырӗсенчен ҫиеле ҫӗмӗрсе тухать. Ун ҫинче ҫынсен ушкӑнӗ кӗпӗрленсе тӑнӑ, ӑна кӳрентермелли усал сӑмахсем каланӑ. Нумаях та пулмасть вут пек хӗрӳ каччӑ пулнӑ Павела мӗнле ӗмӗтсем хавхалантарнине Аким ӑнланать. — Эпӗ ҫын вӗлермен, вӑрламан: эпӗ ҫынсене ирӗксӗрех пӗр-пӗрне ҫаратма, вӗлерме хӗтӗртекен пурнӑҫ йӗркипе ҫеҫ килӗшместӗп. Карттӑна вӑл ӳкнӗ чухне планшетпа пӗрле ҫухатнӑ. Анчах та Алексей хӑйӗн паянхи маршрутне карттӑсӑр та аван чухланӑ. Э-эх, яш-кӗрӗм. Ун хыҫҫӑн кайӑр та, вӑл чарӑнса тӑрсан ун патне пырса: эпӗ кунта килнӗскер, тейӗр… Вӑрттӑн япала яланах кӑмӑла каять, анчах кунта вӑл мана кулӑшла пек туйӑнчӗ: шӑрӑх, уяр кун, уйра пӗр пӗччен ҫын мӗскӗн курӑк пек сулкаланса ҫӳрет, — ҫав кӑна. — Должников! — терӗ вӑл. Самӑр, хӗрлӗ питлӗ, кулнӑ чух супӑнь кӑпӑкӗнчен тунӑ хӑмпӑ пек пур тӗссене те палӑртса тӑракан куҫлӑскер, Яков хӑйӗн ҫаврака кӗлеткине мӑнаҫлӑн ҫӗклесе ҫӳренӗ; ҫывӑхран пӑхсан, вӑл темле кӑвакарчӑн пек курӑннӑ пулин те, аякран ӗҫе лайӑх пӗлекен ӑста хуҫа пек туйӑннӑ. Унӑн урисем ҫук. Ӑна вӗҫме ҫав тери йывӑр, тӗнчери пӗр лётчике те ун пек йывӑр мар. Анчах ку ӑна хумханхармасть те. Григорий Иванович, хӑй сӑмах панине аса илсе, хӑй тем тӗрлӗ тӗлӗнсе кайнӑ пулин те, тӗлӗннине нимӗн чухлӗ те палӑртас мар тесе тӑрӑшнӑ; анчах хӗре тем хӑтланни ӑна кулӑшла пек туйӑннӑ, вӑл ахӑлтатса кулса ярасран аран-аран ҫеҫ чӑтса тӑнӑ. Сизов аллине ҫӗклесе сулкаласа илчӗ те малалла каларӗ: — Старик калаҫать, — эсир мана пӗлетӗр! — Астуман та: манӑн ят — Михайло Антонов, хушаматӑм — Ромаҫ. — Эсир, Саша, кайӑр! — терӗ Николай, ӑна аллине тӑсса парса. Ҫыран хӗрринче тӑвар шӑрши кӗрет, шыва кӗрсен — хыр шӑрши ҫапать. — Чим-ха, мӗн кирлӗ тата сана, ахаль те санран розӑ помади шӑрши ҫапать. Диарбекиртен тарнӑ вӑл. Питех те илемлӗ-ҫке ҫулла Украинӑра каҫсем, пуринчен ытла ҫак Шепетовка пек пӗчӗк хула вырӑнӗсенче, варринче — хула, хӗррисенче — хресченсен пурӑнӑҫӗ. Самантрах йӑва тӑррине ҫӗҫӗсемпе чакалама пуҫларӗҫ. — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, ачасем, — саспа. Теприне — виличчен те манас ҫук, чӗрӗлсен — чи малтан аса илмелле! Ежов пурин ҫинчен те хӗрӳллӗн, вӗриленсе калаҫнӑ, пурне те вичкӗннӗн тиркенӗ, — ҫак вара Фомана килӗшнӗ. — Ай, батюшки! — терӗ амӑшӗ именсе. Тӑватӑ ҫын вӑйлӑ ишсе пынипе кимӗ усӑ тинӗселле ыткӑнчӗ. «Тӗрӗс, Огарнова, — тет, — анчах халех авлантарма ан васка-ха, малтан Воропаев сывалтӑр, унтан вара…» Тӗл ҫине хама мӗнле мелпе кӑларни те мана килӗшет. Пурте самантлӑха шӑпланса ларчӗҫ, ҫав шӑплӑхра пӗри ҫех, хӑшӗ-тӗр:— Ӳсӗр-и-мӗн вӑл? — мӑкӑртатса илчӗ ӑнланаймасӑр. Мӗскӗн ача пурне те ӑнланчӗ. Сӑннине тӑсса ячӗ те пуҫа сӗлӗх пек шӑтарса кӗчӗ, чӗтревлӗн хутлана-хутлана илсе, унӑн юнне ӗмет. — Ку чӑнласах ҫапла, — тет вӑл. Клещовӗ вара шӑрантарать ҫеҫ: — Хирӗҫ калать сарӑ хӗр вара ӑна:Тӑлӑх эпӗ, никама та кирлӗ мар… Кунтан вӗсем нимӗн те хӑрамаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫанталӑк вӑйӗсене ҫӗнтерме хӑнӑхса ҫитнӗ, вӗсем маориецсемпе тепӗр хут тӗл пуласран анчах хӑраҫҫӗ. Кӑна лайӑххӑн пӗлмесӗр эпӗ лӑпланаймастӑп. Тӗрексӗр понтон тӑрӑх чупнӑ чухне лерен, ту хыҫӗнчен, снаряд усаллӑн шӑхӑрса килсе, пуҫсем урлӑ вӗҫсе иртет те шыва ҫурса сирпӗнтерет. Пӗрре, Том эмеле ҫав шӑтӑкалла тӑкнӑ чухне, ун патне мӑнаккӑшӗн сарӑ кушак аҫийӗ пырса тӑчӗ те мӑрлатма тытӑнчӗ, чей кашӑкки ҫине хытӑ пӑхса ларса, хӑйне тутантарса пӑхтарма ыйтрӗ. Китайра музыка — патшалӑх ӗҫӗ. Хура, унтан мӗнле? — терӗ. — Пурӑнма шухӑшлатӑн-им? Мӑн ҫул ҫине тух та сылтӑмалла пӑрӑн. Вуттине ӑҫта килне унта пушатса хӑварнӑ тирпейсӗр лавҫӑсене ятла-ятла, ӗхлетсе те ахлатса хай карчӑк вутта шаршанлама тытӑнчӗ. Рио-Колорадо пампи, Оринокӑпа Венесуэла льяносӗсем ҫавӑн пек. Нимӗҫ сӗмсӗрри, хӑйне хӑй пӗр иккӗленмесӗрех шаннӑ пекле тыткалани Волошин кӑмӑлне самаях пусӑрӑнтарнӑ пек пулчӗ. Стенари чула ҫавӑрмалла та… Пирӗн авӑ, батюшка, пӗрререн пӗр чун кӑна — Палашка ҫеҫ те, ҫавах, тав турра, хуллен пурӑнкалатпӑр. Зоя шлепкине хывса хучӗ те юрласа ячӗ… О lас! l'année ӑ peine a fini sa carrière… — Воспитани-и? — ярса илчӗ Базаров. Темиҫе ҫӗр ҫын кӗреҫесемпе ӗҫлесе кукӑр-макӑр траншейӑсене тарӑнлатрӗҫ. Астероидсенчен нумайӑшне тупнӑ пулин те, уҫлӑхра паллӑ мар пӗчӗк планетӑсем татах нумай ҫӳреҫҫӗ. Ученӑйсем вӗсен шучӗ темиҫе вуншар пин тесе шутлаҫҫӗ. Уйрӑм хуҫалӑхлисем те! Ухмаха ерсе кайнӑ! Уэлдон миссиспа ывӑлне, Бенедикт пиччене Алвиш факторийӗнче питӗрсе лартрӗҫ. Хӑвӑра шел пулнӑ та сире, ҫав сехетре мана та шеллерӗр, сирӗн юратӑвӑр та ҫавӑ кӑна пулчӗ. Калас пулать, Уэлдон миссис Негорӑна ҫыру паманни тӗрлӗрен сӑлтавӗсем ҫумне тата тепӗр самаях пысӑк шухӑш хушӑнчӗ. Хурлӑхлӑн килекен юрӑсем пулӑшу ыйтнӑн илтӗннӗ… — Иван Тимофеевич? Вӑл чей ӗҫет, кулать, хӑйӗн чӗрнисене пӑха-пӑха илет, табак туртать, хӑйӗн аяккине минтерсем кӗрте-кӗрте хурать, пӗтӗҫтерсе каласан, хӑйӗн кӑмӑлӗ тулса тӑнине палӑртать. — Эй, мӗн калаҫатӑр эсир, ҫарҫынни юлташ, — тесе хутшӑнать калаҫӑва хуҫа арӑмӗ, — эпир хамӑр та выҫӑ ларатпӑр. Кунта мӗн ҫырнине паянах ун хваттер хуҫи патне ярса парӑр, факт! Эпӗ ун хыҫҫӑн утрӑм. Тахӑш самантра вӑл пӑшал сассисене илтрӗ, анчах вӗсене ним вырӑнне те хумарӗ, кам, ӑҫта перет-ши? тесе те шухӑшламарӗ, — хытӑ кайнине пула хӗпӗртесе кӑна пычӗ. Акӑ мӗнле вӑхӑтра тӑванланма алӑ патӑмӑр эпир, юлташсем, акӑ мӗн ҫинче тытӑнса тӑрать пирӗн юлташлӑх! — Тарӑн шӑтӑк. Хӗрача кӑштах асне илсе тӑчӗ, тем мӑкӑртатас пек тути хускалкаларӗ, унтан янравлӑ та ҫинҫе, таса сасӑпа ир кӳлӗм ҫӳлте тӑри юрланӑ пек каласа та хучӗ: — Пӑлхарсене пӑлхарсен Борис патши тӗне кӗртнӗ! Поттер ҫӗҫҫине пӑрахрӗ те:— Эй, эсӗр! Ку мӗн! Эпӗ юлташа хӗнеттерместӗп! — терӗ. Вӑл тухтӑр ҫинелле сикрӗ. Вӗсем иикӗше тытӑҫса илчӗҫ те пӗр-пӗрне чышкӑлама тапратрӗҫ, курӑка таптаса, ура кӗлисемпе кӑпӑшка ҫӗре чаврӗҫ. Ӑнланма ҫук тӗлӗнмелле сӑнӗ-пичӗ, ҫиллессӗн пӗркеленнӗ куҫхаршийӗсем, костылӗсемпе туклаттарни тата ун тавра пӗрехмай чӗлӗм тӗтӗмӗ йӑсӑрланни — ҫаксем пурте таврари ҫынсене хӑратнӑ, унӑн касӑлса ҫӗвӗленнӗ ӳтӗнче ырӑ та ҫулӑмлӑ чӗре тапнине, шӑрт пек ҫӳҫлӗ тӑваткал та пысӑк пуҫӗнче пӗр таттисӗр шухӑш явӑннине ҫак уксах-чӑлаха питӗ ҫывӑх пӗлекен ҫынсем кӑна чухланӑ. Майор! Вунсакӑр ял Советӗнчен гигант-колхоз туса хуратпӑр. Пултараймастӑп! — Эй, турӑ! — кӑшкӑрса ячӗ салтаксенчен пӗри. Полковник хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ. Шурочка шӑппӑн кулса илчӗ, ҫак ачашласа лӑпкакан хулӑнтарах кулӑ вара Ромашов кӑкринче ирӗксӗрех савӑнӑҫлӑ чӗтӗрев хускатрӗ. Сав ҫуркаланчӑк хӑрушла картинӑсенче Артамонов хӑйне ӗҫкӗпе ашкӑннипе урса кайнӑ ҫынсем хушшинче шыраса тупрӗ, хӑйӗншӗн хӑй вӑл халь пачах та палламан ҫын пекех пулчӗ. Анчах та эсӗ пирӗн пурнӑҫ шанчӑксӑр тесе ан шутла. Эпӗ ун пек каласшӑн мар. — Переброд ҫинче паян аслатиллӗ ҫумӑр пулатех, — терӗ вӑл ӗнентерӳллӗ сасӑпа. Ыратмасть-и? Венгрире те ҫавӑн пекех пулчӗ пулас. — Мӗн? — Итлӗр, итлӗр! — терӗҫ халӑх хушшинчен. Сана тытса аҫу патне илсе кайсан та нимӗн те тӑвас ҫук, мана тесен — шӑмшак шӗкӗлченсе тухиччен чӗн пиҫиххипе ӑшалӗҫ… Уйтан, айӑпа кӗнӗ пек кулкаласа, тепӗр хут каларӗ: — Выҫӑпа ырханланнӑ ҫынсем ватӑличченех масар ҫине кайса выртаҫҫӗ, ачисем имшер ҫуралаҫҫӗ те кӗрхи шӑнасем пекех вилсе пыраҫҫӗ, — эпир ҫакна пӗтӗмпех пӗлетпӗр, ҫав хурлӑхӑн сӑлтавне те пӗлетпӗр, вара, ҫавсене сӑнаса ларса, шалу илетпӗр. — Вӑл шӑлӗсем ыратнӑран пулӗ-ха… Вӑл йывӑҫ ҫинчен аннӑ та шыв хӗрринелле кайнӑ. Арчаковский сыхлӑн, асӑрхануллӑн пулӑшса пычӗ ӑна. Перекоп хыҫӗнче, Крымра, нимӗнле хӑрушлах туймасӑр, ҫӗршывӑн пур енчен те кунта хӑваласа кӗртнӗ, пӗтме пӳрнӗ кивӗ тӗнче эрех сӗрӗмӗнче чыхӑнса тӑнӑ. Хамӑр ҫӗршывра мӗн чул халӑх пурӑннине шутласа кӑтартрӑм, ҫакӑн пирки пирӗн тӗн сектисенче кашнинче тата политика партийӗсенче кашнинче миҫе миллион ҫын тӑнине аса илтертӗм. — Ҫав негрсем сирӗн киле туллиех пухӑннӑ пулмалла, Фелпс аппа, ҫӗрле ӗҫлесех ҫавӑн чухлӗ ӗлкӗрме уйӑха яхӑн кирлӗ пулнӑ вӗсене. — Мӗншӗн? Вӑл чӗрӗччӗ, утса ҫӳретчӗ, ӑшӑччӗ, халь вара хускалмасть, тӗссӗр, сивӗ, ӑна ӗнтӗ нихҫан та, ниҫта та, нимпе те чӗртме май ҫук. Ҫакна пӗтӗмпех эпӗ тунӑ. Томӑн сӑмса тутӑрӗ нихҫан та пулман, сӑмса тутӑрӗпе ҫӳрекен арҫын ачасене вӑл юрӑхсӑр шухӑшсем вырӑнне ҫеҫ хурать. Районта, вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫӗр типсе ҫитнӗ пулин те, акма пуҫламан-ха; хӑшпӗр ял Совечӗсенче вӑрлӑх фондне пухса ҫитереймен, Войсковой ял Советӗнче те малтан колхозник пулнӑ хресченсем вӑрлӑхлӑх тырра пӗтӗмпех килӗсене илсе кайса пӗтернӗ, Ольховатскинче колхоз правленийӗ вӑрлӑха колхозран тухнисене хӑех салатса панӑ. Сенат Ведомоҫӗсенчен пуҫне урӑх нимӗн те вуламан. Ирландецран вӗсем кӗтнӗ ответ пулмарӗ. — Заявленире эсӗ ҫаплах ҫыр: мана тыла, хӗрарӑмсем патне ярӑр, мана нимӗҫрен ыттисем хӳтӗлеччӗр, те! — тек тӳсеймесӗр, хӑйӗн койки ҫинчен кӑшкӑрса ячӗ Мересьев. — Эппин эпир те ҫӗкленетпӗр? — пӗлесшӗн пулчӗ Марко. Шурса кайнӑ, чӗтрекен Маша Иван Кузмич патне пычӗ, чӗркуҫланса пуҫне ҫӗре тайрӗ. — Джим, ан ухмахлан! Вун пилӗк уйӑх иртнӗ, апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем хӗсӗне пуҫланӑ, карапӗ пурпӗрех каллех каялла ҫавӑрӑнса килмен, ҫавӑнпа утрав ҫинчи «халӑхсен хушшинче» хирӗҫӳ тухса кайнӑ. — Антарнине курас килет-им санӑн? — куҫӗсене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса пӑхса илчӗ Демка ун ҫине. — Ки… килет… — ӗсӗклесе илчӗ Егорушка. Хӑҫан? — Пӗлместӗп… Ҫав хушӑра бук катине те ҫитсе ӳкме пулать; анчах мӗн усси пултӑр! Ҫулӑм пысӑклансах пычӗ, унӑн хӗрлӗрех ҫутинче пысӑк кимме сӑнама май пулчӗ. Кайран пӑхатӑп та — куратӑп: унта та, кунта та вырӑс палӑрать, вӗсене ытла ҫӑрах чиксе тултарман, ҫапах та — пур! Смолин каллех Люба ҫине кулкаласа пӑхса илнӗ, каллех хӗрӗн чӗри савӑнӑҫлӑн тапранса кайнӑ. Сывпулӑр! — Ҫывӑхнерех, ҫывӑхнерех пыр, — терӗ мана аппӑшӗ. Ҫӳреве кайма ҫапла хатӗрленсе ҫитсен, эпӗ 1701 ҫулта сентябрӗн 24-мӗшӗнче ирхине ултӑ сехетре парӑссене ҫӗклесе карса тухса кайрӑм. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнчи ҫил вӗрнипе ҫурҫӗр еннелле тӑват лига яхӑн кайсан, каҫхине ултӑ сехетре эпӗ ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче, пӗр ҫур лигӑра, пӗчӗкрех утрав курӑнса кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир Факс ятлӑ пысӑк бухта хӗррипе ҫавӑрӑнса иртрӗмӗр те хӗвеланӑҫ еннелле пӑрӑнса кайрӑмӑр. Кунта пирӗн патӑмӑртан пӗр пилӗк миль хушши Снеффельс тӑвӗн юрпа витӗннӗ икӗ шупка тӑрри юнашарах курӑнчӗҫ. Анчах вӑл хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи йывӑрлӑхсене хӑюллӑн тата нимӗн чӗнмесӗрех чӑтса ирттерчӗ, унтан капитан умне чарӑнса ӑна ҫав тери чаплӑн честь пачӗ. Ҫӗрне хула ҫывӑхне кӑна паччӑр ӗнте, ав, ҫав улӑхпа, пасара ҫӳреме ҫывӑхрах пултӑр. Ярмӑркка тавраш пулсан ӗнине-и унта, сыснине-и хӑваласа каятӑн та ҫавӑнтах сутса та яратӑн. Ну, унтан? — ыйтрӑм эпӗ хамран хам, анчах ҫав вӑхӑтра ку ӗмӗтсем — мӑнкӑмӑллӑх, ҫылӑх пулнине, ун ҫинчен паян каҫах пупа калама кирлине астуса илтӗм, вара пуҫа каллех малтанхи шухӑш пырса кӗчӗ: — Лекцисене хатӗрленме Воробьевски тӑвӗсем ҫине ҫуран ҫӳретӗн; унта пӗр-пӗр йывӑҫ айӗнче вырӑн тупатӑп та лекцисене вулатӑп; хутран-ситрен мӗн те пулин ҫырткаламалли: Педоттирен чӑкӑт е пӗчӗкҫеҫҫӗ кукӑль, е мӗн те пулин урӑх япала илсе каятӑп. Кораблев тутӑрӗпе куҫне, мӑйӑхне шӑлса илчӗ. — Кусем манӑн, — терӗ Комков. Сире тӑватӑ сехетре кӑлараҫҫӗ терӗҫ. Паллах, Кирсанов генерал ыттисен шутне… Урисене бинтпа ҫыхса янӑ, ҫӑмӑл аманнӑ икӗ ҫын шашкӑлла выляҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ, янахӗнчен суранланнӑскер, вылямалли автомобилӗн пружинине пӑрса хытарать те сирена сасси илтӗнет, автомобильтен носилка йӑтнӑ санитарсем сике-сике тухаҫҫӗ. Тар шӑршине ҫывӑхри хуласенчи площадьсемпе урамсенче те туйрӗҫ. — Пӗлместӗн-и? — тӗлӗнсе карӗ вӑл. Вара урядник, казаксем килӗшнипе килӗшменнине кӗтмесӗрех, пӳрт алӑкне хупса лартрӗ; вӑл казаксем итлессе сахал шаннӑ пулас. «Чимӗр-ха, Иван Иванович, пӑшал ырӑ ятлӑ япала, чи йӑпанмаллискер ӗнтӗ, пӳлӗмре ҫакӑнса тӑрсан та илем кӳрет…» Эпӗ ҫӑвара карса пӑхса тӑрса юлтӑм. Ҫил кӑштах вӗрет. — «Ҫав териех хӑюллӑ теме ҫук ку капитана, — шухӑшласа илчӗ вӑл, блиндаж алӑкӗнчен кӗнӗ чух. — Ну, хыпарсем мӗнле? — ыйтрӗ офицер, каҫхи апат ҫисе, пӗр пӗчченех пӳлӗмре лараканскер. Ҫыран хӗррине тухсан, Павка хӑй ҫине сиксе ларма хатӗр Сухарько ҫине хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах аса илчӗ: «Сулахай ура ҫине тӗренмелле, сылтӑммине хытӑ тытмалла, кӑшт хутлатмалла. Тепӗр вунпилӗк минутран Белогорск крепӑҫне пырса кӗтӗмӗр. Вӑл кулса илчӗ, ҫакна май ҫыртса лартнӑ шурӑ шӑлӗсем ун хӑйсен ҫутине пӗтӗмпех пичӗн аял енне, юратса-ачашласа ҫех тӑракан пӗчӗк хура мӑйӑхӗ ҫинелле пӑрахнӑн курӑнса кайрӗ… Акӑ санӑн ӗҫӳ: январьте, февральте, мартра, апрельте, майра пӗтӗмпе, халех калатӑп, пӗтӗмпе ҫирӗм тӑхӑр ӗҫ кунӗ тунӑ. Ун чухне эпир хальхи пек вӗренмен. Хӗрарӑмсем пуринчен ытларах чир-чӗрсем ҫине ӳпкелешеҫҫӗ, вӗсен темскер «чӗре патне ярӑнса пырать», «кӑкӑрта хӗсет», «хырӑмра касать», — кун ҫинчен вӗсем нимрен ытларах тата хапӑл тусах праҫниксенче, хӑйсен пӳрчӗсем умӗнче е Атӑл хӗрринче ларса калаҫаҫҫӗ. Костьӑна вӑл пӗр эрне ытларах кӑна пӗлет пулин те, ҫапах та пӗлет, ку вара халь, пӗрле пурӑннӑ чух, питӗ кирлӗ пулать. А вӑл пур — ашкӑнса ҫӳрет. Янӑравлӑ та сивӗ аккорд юлашки хут тарӑннӑн сывласа илчӗ те, музыка чарӑнчӗ. Вӑл — ӗҫрен тухнӑ офицер, волонтёр пулнӑскер. 3. Асӑннӑ Ту-Этем мӑн ҫулсемпе анчах уткаласа уҫӑлса ҫӳреме пултарать. Ҫарансемпе уйсенче уткаласа ҫӳреме е вӗсенче выртма пултараймасть. Лядовецсемпе пестовецсем хушшинче пулакан хирӗҫӳсене те вӑл вунӑ минут хушшинчех татса паратчӗ, ӑна чи чӑрсӑр ачасем те пӑхӑнатчӗҫ. Шкулти кашни ачах ун патне пырса хӑй ҫинчен каласа пама пултаратчӗ. «Эпӗ Николай Антоныча калатӑп», «мана Николай Антоныч хушрӗ», «мана Николай Антоныч ячӗ», тенисем шкулта пӗрмай илтӗнетчӗҫ вара. Акӑ манӑн та ҫак тӑватӑ сӑмаха каламалла пулчӗ. Унччен маларах мана шкулта вӗренме йышӑннӑччӗ. Ачасен ҫуртӗнче пурӑнакансене испытани турӗҫ те, мана иккӗмӗш класа кӗртрӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ май, Мускав шывӗ енне е Воробьев тӑвӗ патнелле тарас мар-и тесе эпӗ актовӑй зал тӑрӑх сулланса ҫӳреттӗм, акӑ учительсен пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ те Николай Антоныч мана кӑчӑк туртрӗ. Унтан, старик ҫинелле куҫ айӗн пӑхса, каллех чӗмсӗр шухӑша кайнӑ. Хӗпӗртенипе Луизӑн ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе илнӗ. Ҫук? — Путарса вӗлерӗп те эп сана, телейсӗрскере, кайран хам та шыва сикӗп, — терӗ малалла ашшӗ. Ҫулне кӗскетес тесе, Давыдов айккинелле пӑрӑнчӗ, тӳрӗрен, ҫеремпе кайрӗ, анчах ҫур ҫухрӑм пек те утаймарӗ — ӑна сасартӑк, темле курӑнман чикӗ урлӑ каҫса, урӑх тӗнчене пырса кӗнӗ пек туйӑнчӗ: атӑ кӗли ҫумне пӗрчӗллӗ кушак хӳри ҫапӑнма пӑрахрӗ, таврара чӑпар чечексем курӑнми пулчӗҫ, чечеке ларнӑ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сирӗлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, ун умне таҫта ҫитиех ҫара, сӑрӑ, тӗксӗм ҫеҫен хир сарӑлса выртрӗ. Ритӑпа Корчагин хушшинчен КИМ паллилӗ ҫивӗч куҫлӑ ача хӗсӗнсе кӗчӗ те, комендант аллинчен вӗҫерӗнсе кайса, ҫавӑнтах фоене чӑмрӗ. Аркадий Базаров ҫине пӑхса илчӗ. Хӑй пирки шухӑшламарӗ вӑл, тусӗ пирки пӑшӑрханчӗ, ӗнтӗ ӑна систерме те кая юлчӗ пуль, полици аллинчен ӑна юмахла майпа ҫеҫ хӑтарма пулать. Вӑл Саня урлӑ ман пата салам ҫырса янӑ вӑхӑтра манӑн ун патне ҫырса ямаллах пулнӑ иккен. Темиҫе минутран каллех ыйту сиксе тухрӗ: — Пичче, эпӗ сана панӑ тимӗр чӑмакки ӑҫтан вӑл? Повар ывӑҫ тупанӗ ҫине пӑхрӗ. — Прибор парӑр, — кӑшкӑрчӗ Кирил Петрович, — ырӑ сунса кӗтетӗп, Антон Пафнутьич, килех, лар; сӑмах май акӑ мӗн, паян ман ятпа туса ирттернӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗре мӗншӗн пулманнипе апата мӗншӗн кая юлса ҫитнине те каласа пар. — Акӑ эпир вӗсене халех пӗҫертме пуҫлӑпӑр. Сӗтел ҫинех юнланса пӗтнӗ сӑхман, ҫупа пӗҫернӗ пашалу татӑкӗ, хурчкана ҫитерме тесе ҫӑлнӑ, ҫурса таткаланӑ чавка вилли пӑрахнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫак хӑрушлӑ бастион пирки икӗ тӗрлӗ шухӑшлаҫҫӗ: пӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл ҫав бастионра нихӑҫан та пулса курманнисен шухӑшӗ, вӗсемшӗн пулсан, 4-мӗш бастион унта каякан кашни ҫыннах вилӗм кӳрекен вырӑн, тепӗр тӗрлӗ шухӑшӗ ӗнтӗ вӑл бастионрах пурӑнаканнисен шухӑшӗ, хайхи сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ мичман пеккисен шухӑшӗ, вӗсем вара сире 4-мӗш бастион ҫинчен каласа парас пулсан та, вӑл бастионра типӗ е ытла пылчӑк, землянкӑра ӑшӑ е сивӗ теме ҫеҫ пултараҫҫӗ. Суту-илӳ евӗрех-ҫке. Ашшӗпе эпир тахҫанхи туссемччӗ, ку, мӗскӗн, таврара палланӑ ҫынни ҫуккипе, ман патӑмра пытанасшӑн пулнӑ иккен. — Каширин, куҫсене ан чаркала! — хушать ӑна хуҫа. Пӗр минут иртрӗ… Унтан ҫӳҫ ҫыпҫӑнса ларнӑ ҫаврашка пуҫ шыв ҫийӗн курӑнса кайрӗ; ҫак ҫаврашка пуҫ хӑмпӑсем кӑларчӗ; икӗ алӑ, шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек, тути патӗнче турткаланчӗҫ. Воропаев пекех, ӑна та йывӑр. — Тытӑн, Яков! — хыттӑн каланӑ Робустов. Мӗнле йӑлӑхтармасть сире тек ашкӑнса ҫӳреме? Уксах хӗре эпӗ каҫпала ҫав кунах куртӑм. Ун ҫинче пынӑ мӗскӗн моряксем тахҫанах кораллсен хушшинче ҫӗреҫҫӗ ӗнтӗ. Мими тишкӗртӗрех, сана, пиччене, юрамасть. Никам пулӑшмасӑр, пӗр пӗччен хӑйӗн вырӑнӗ патне ҫӗмӗрсе тухнӑ! Ҫаксем пурте тусанпа хулӑннӑн хупланнӑ. Кам ҫапла тӑркалать-ха ӗнтӗ? Вӑл эпӗ те шыва сикесрен хӑранӑ. Эпе вара чӑнах та ҫавӑн патнех ҫитнӗччӗ. — Ҫапах та пӑхӑр-ха, — терӗ Вулич. — Иккӗшӗ виҫӗ пус, — терӗ вара. Унтан, куҫлӑхне тӳрлетме куҫне аллисемпе хупласа, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа, вӑл калаҫма тытӑнчӗ: — Куратӑр-и, эпир пурпӗрех ӗлкӗрейместӗмӗр… Тата сахал та мар ун пекки. Ну каях хӑвӑн авторитетупа укӑлчана, Леоновсен авӑн карти хыҫне, йӑвалан унта курӑк ҫинче пӗччен, йӗксӗк кацап! — Каврӑҫа вырӑсла «ясень» тени — питӗ лайӑх каланӑ тесе шутламастӑр-и эсир? — пуҫларӗ Аркадий, — пӗр йывӑҫ та сывлӑшра ҫав тери ҫӑмӑллӑн, витӗр уҫҫӑн курӑнмасть. Пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑшӑн хӑрама сӑлтав пур, паллах, анчах тусем таранах сарӑлса выртакан сӗм вӑрман тӑрӑх чуххӑмӑн утса пурте пӗрле аташса ҫӳренинчен ку ҫавах лайӑхрах. — Чӑнах та, пӗлместӗп, Полли мӑнакка. Кушаксем питӗ телейлӗ чухне яланах пуҫ урлӑ чикеленсе ҫӳреҫҫӗ. — Ак мӗн тата! — тесе пӳлчӗ ӑна Мак-Набс, — пит кирлӗ мана сирӗн классификаци! Ҫӗр ҫинче ним те ҫук, пат-пӗччен пек. Яланах эпӗ сирӗн хуйхӑра хуйхӑртатӑп, тет. Вӑл мӑраннӑн ҫеҫ урам тӑрӑх сулланса пынӑ чух Джим Холлиспа ытти ачасем кайӑка вӗлернӗ кушака суд тунине курчӗ. — Нумаях мар ӗнтӗ, Ерофей Кузьмич… Эпӗ ӑна юлашки хут курнӑранпа вӑл питех те улшӑннӑ-ши, ҫавна пӗлес килет манӑн. Эпӗ ӑна ҫавӑншӑн ҫеҫ качча илтӗм, унпа ҫавӑншӑн ҫеҫ пурӑнтӑм, мана унра ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ пулнӑ пулсан, ыттисене вара, ҫав шутрах ҫав музыканта та, вӑл кирлӗ мар-и? Кайӑпӑр ун хыҫҫӑн, Еремеич; ӑна ҫыхса пӑрахмаллах, унсӑрӑн… Вулканӑн хӗрсе кайнӑ, ҫулӑмпа явӑнакан ҫӑварӗнче шӗвӗ ылттӑн ҫунать тейӗн, кӑвакарчӑн тӗслӗрех йывӑр пӗлӗтсем йӑтӑнса анчӗҫ те, юн пек хӗрелсе те янтарь пек ҫуталса, хӗрхӗлтем кӑвак вутпа ялкӑшма пуҫларӗҫ. Пуринчен ытла начальнике юрама тӑрӑш, унсӑр юрамасть! Вӗсем Тосун-бей штабӗн пуҫлӑхӗсем ӗнтӗ. — Япали ытла та иксӗлме пӗлменскер-ҫке! Ҫапла йӗрке пулӗ пирӗн. Пӗр минут хушшинчех ҫыран халӑхпа тулчӗ. — Ҫав япалана пытарса хур. Ку алӑкран вӗсем коридора тухрӗҫ, унтан пӗр пӳлӗме кӗрсе кайрӗҫ. Пӳлӗме Андрий чиперрӗн куҫпа виҫсе илме те пултараймарӗ. Вӑл кӑшт хумханчӗ, анчах пӗртте хӑрамарӗ. — Ку вара — ман ӗҫ. Петровна-и? — Пилӗкҫӗр тенкӗсем, — терӗ Валя. — Эсӗ-и ку, Роберт? — савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатрӗ ҫамрӑк хӗр. — Эсӗ-и, савнӑ шӑлнӑм? Юлашкинчен, виҫӗ сехет ишсе пынӑ хыҫҫӑн, каҫалапа, ултӑ сехетре ҫыран хӗррине тухма меллӗрех вырӑна ҫитрӗмӗр. Нимӗн хӑрушши те ҫук». Гальмало хӑрах урине куклетсе чӗркуҫленсе ларчӗ. Ромашова сасартӑк хура кӗрхи пӗр йӗпе-сапаллӑ каҫ аса килех кайрӗ. Тӗнче икӗ тан мар пая уйрӑлнӑ: пӗри — пӗчӗкреххи — офицерсем, вӗсемшӗн чыс та, вӑй та, влаҫ та пур, мундирӑн асамлӑ тивӗҫлӗхӗ те ҫителӗклӗ, мундирпа пӗрлех тата вӗсене темӗншӗн патентланӑ хастарлӑх та, ӳт-пӳ вӑй-хӑвачӗ те, сӑмса тӑрӑх ҫеҫ пӑхакан мӑнкӑмӑллӑх та панӑ; тепри — ҫав тери пысӑкскер те сӑн-сӑпатсӑрскер — штатскисем, урӑхла каласан, шпаксем, штафирсем те пӑчӑрсем; штатскирен пӗр сӑлтавсӑрах мӑшкӑлласа куласси е ӑна хӗнесе пӑрахасси, ҫунакан пируса ун сӑмси ҫинче сӳнтересси, цилиндрне хӑлха ҫине тӗксе-пусса лартасси чи ятлӑ, чи чаплӑ маттурлӑх шутланать-ҫке; кунашкал паттӑрлӑхсем ҫинчен училищӗре чухнех-ха йӗпе сӑмса юнкерсем пӗр-пӗрне хӑпартланса-ҫунатлансах каласала кӑтартатчӗҫ. Тӑхлан пек тӗксӗм хумсем карап аяккисене пыра-пыра ҫапӑннӑ. Хапха шӑтӑр-шатӑр, чӑрик-чарик турӗ те лаштӑр тӳнчӗ, маларах тӑнисем картишне кӗрсе кайрӗҫ. Эпӗ вӑл мӗн тери кӑмӑллӑ сӑмахсем каланине, ҫемҫе аттипе тӑрӑс! тӑрӑс! тапа-тапа, пӑшӑлтатарах калаҫса, тутлӑн куҫ хӗскелесе, вӗсен кӑмӑлне хӑй майлӑ ҫавӑрнине уҫӑмлӑн тӗшмӗртетӗп. Эпӗ савӑк карчӑк ӑна тӑруках ҫепӗҫҫӗн юратса пӑрахнине те, сивлекрех чипер хӗрӗ хӗпӗртесе кайнине те чухлатӑп. Вӑтаҫӗр тинӗсӗ варринче Джулия утравӗ сиксе тухсан, хумсем ҫинче вӑл нумаях тытӑнса тӑрайман, темиҫе уйӑхранах пӗр йӗрсӗр ҫухалнӑ. Чи пысӑк сапакаллӑ пӗчӗк туратсене пӗр ывҫӑ хуҫса илсе, вӑл Марийка ҫинелле пӑхрӗ. — Пӑх-ха, Марийка, сапакисем мӗнле, э? — Эпӗ каларӑм вӗт сана пит-куҫна ан пӑркала тесе, — тата хуллентереххӗн ӑс парать вӑл мана, хулӑм тутине пӗртте тапратмасӑр пекех. — Мӗншӗн эсир, Наталья Савишна, ҫӳлти патшалӑха кӗрсен, тетӗр? — ыйтрӑм эпӗ. Ҫак чаплӑ ҫынсенчен хӑш-пӗрисем халӑх ҫинче усал сӑмахсем сарнӑ, теприсем — лайӑх ӗҫсем тунӑ. — Курман эп; вӗсем мана хыҫалтан сӑхманпа хупларӗҫ пулас. Ун пек ҫын кӗрешессе те начар кӗрешет, ӗҫлессе те япӑх ӗҫлет. — Паян эпӗ, Прасковья Осиповна, кофе ӗҫместӗп, ун вырӑнне ак вӗри ҫӑкӑрпа сухан ҫинӗ пулӑттӑм, — терӗ Иван Яковлевич. Гленарван сисрӗ, Айртон чӑнах та тинӗс ӗҫӗсене лайӑх пӗлет иккен. Ӑна вӑл паракан ыйтусенченех сиссе илме пулать. Лашасем ҫинчен сиксе аннӑскерсем тапранса кайма хатӗрленсе, каллех йӗнерӗсем ҫине сике-сике хӑпарчӗҫ. Май пур чухне каялла тӑвӑр. Павел туять: унӑн алсыппине такам пӳрнисем тӗртӗнеҫҫӗ. Эпӗ малалла та пуҫланӑ пекех калама тытӑннӑччӗ, Марья Ивановнӑпа пӗрлешни ҫинчен те, ыттине каланӑ пекех, чӗререн каласа парас тенӗччӗ. Ӗҫӗ те пӗтет вара! Sauver-moi, monsieur! — Ну, телейлӗ те-ҫке санӑн турру, — тенӗ ӑна хирӗҫ помещик. Пӗҫҫи шыҫса кайрӗ; Огнянов суранӗ вӗрӗлсе каясран шиклене пуҫларӗ; вӗрӗлсе кайсан, нимӗн тума та ҫук, ҫул варрине ҫитнипех ӳкмелле пулать. Анчах та, качака ӑна ӗненесшӗнех пулмарӗ курӑнать, мӗншӗн тесен вӑл хытӑран хытӑ кӑшкӑрашрӗ. Нагульнов сӑмсине пӳрт ӑшши, ҫӗнӗ хӑмла шӑрши кӳ-ӳ! пырса ҫапрӗ, анчах унӑн шӑрша-марша уйӑрса тӑма вӑхӑт пулмарӗ. — Эсир мана пӗлетӗр-и? Петров машини хури патӗнчех ҫакӑнса тӑратчӗ. Асамҫӑн хӑйне кирлӗ япалисем — рак хуранӗсем, амулетсем, йывӑҫран касса тунӑ турӑ кӗлеткисемпе йӗрӗхсем тата юлашкинчен, тислӗк чӑмаккисем — Вӑтаҫӗр Африкӑра кашни тухатмӑш йӑлинче усӑ куракан хатӗрсем — ӑшне кӑларнӑ кавӑн тӗплӗ мӑн хырӑмлӑ карҫинккара выртаҫҫӗ. «Вӑл совет влаҫне юрама тӑрӑшать». Кунта Андрей те пырса ҫитрӗ. Вӗсем сулӑ ҫинчен кимӗ парӑс илсе тухрӗҫ те ҫимелли япаласене хӳтӗлемешкӗн ӑна тӗмсем хушшине палатка евӗрлӗ карса лартрӗҫ, хӑйсем ҫанталӑк уяр чухне уҫӑ ҫӗртех ҫывӑрма пултараҫҫӗ, вӑрӑ-хурах таврашсен ҫавӑн пек ҫывӑрса пурӑнмалла та. Илтетӗр-и? — кӑшкӑрчӗ Марья Николаевна ун хыҫӗнчен. Мӗнле урам пултӑр унта, урам ҫинчен асна та ан ил! Турӑ мана ҫавӑн пек тунӑ пулмалла. Ку ӗнтӗ хам тӗллӗн вулама пултарнӑ сӑвӑсенчен чи малтанхи сӑвӑ. Пирӗн вӑхӑтра авланакан ҫӗр арҫынтан пӗри те пулин унччен авланманни пур-ши? — Чипер кайӑр! Дворникӗн тусӗсем пулнӑ пулсан, вӑл ӑҫта та пулин ҫӳренӗ пулсан, — ӑна сектант теме пулнӑ пулӗччӗ; юлашки ҫулсенче тӗрлӗ сектантсем нумай пулнӑ. Унӑн ылтӑн тӗслӗ пӑнчӑсемпе йӗрленсе пӗтнӗ симӗсӗн-кӑвакӑн курӑнакан куҫӗсенче хӗвел ҫути вылять. — Эпӗ вӗсене хама юраттарӑттӑм. — Вӑл йывӑр мар, — терӗ шӑппӑн Том. «Выҫлӑх-патша» ятлӑ кӗнекене вуласа тухсан, вӑл: — Пӗтӗмӗшпех — пурӑнӑҫри пек тӗрӗс! — терӗ. Манӑн хам мӗншӗн титулярнӑй советник пулнине пӗлесчӗ. Вӗсем пӳлӗмре виҫҫӗн кӑна пулнӑ. — Мӗншӗн тесен, ухмахсен аллинче укҫа ҫук… (Женя аккордеона илчӗ те чӗнне хулпуҫҫи урлӑ ячӗ.) Ҫакӑ ӗнтӗ командовани ҫав териех чунсӑр пулнине, е вӗсен нимрен те хӑрамалла маррине кӑтартать. Венӑна тытса илни (ӑна илнӗ чух) уйрӑммӑнах унӑн 4-мӗш Гвардейски армийӗ чапа тухнӑ) Воропаева пӑлхатса ячӗ. — Анчах та эс вӑл камне пӗлетӗн-и? Ҫынсене каторгӑна та яраҫҫӗ, анчах айӑпшӑн. — Озеров ҫак минутсенче пӑхма хӑрушӑ пулчӗ. Проповедник хӑйӗн сӑмахне ӳрӗк-сӳрӗкленсе мар, хӗрсе кайса, киленсе калама тытӑнчӗ: малтан вӑл хӑй тӑракан ҫӳллӗ вырӑнтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле ухӑнса илчӗ, кайран малалла пуҫ тайрӗ, аллисемпе сулкалашса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе хусканса, кашни сӑмахне пыр тӗпӗнчен кӑшкӑрса каларӗ. Хушӑран хушӑ вӑл уҫӑ Библие ҫӳлелле ҫӗклерӗ, ӑна енчен енне ҫавӑркаларӗ: «Акӑ пушхирти пӑхӑр ҫӗлен! Ирӗксӗрех салху пулӑн… Унашкал йӗрке саккунсене ҫирӗп тытас принципа хирӗҫ пырать. Атӑл леш енче кустӑрма пек пысӑк та хӗрлӗ уйӑх ҫутӑлса тӑрать. Мӗн кӗтетӗн? Пирӗн шахтерсене тутлӑрах та пӗр таттисӗр тӑрантармалла, ҫавӑнпа хаклӑрах тӳлетпӗр. Колонна вӗҫӗнче ҫак вӑхӑтра шавлани илтӗнсе кайрӗ. Бенедикт пичче ӑна халех куҫран ҫухататӑп тесе шутласа илнӗччӗ ӗнтӗ. Ир енне вӑл лӑпланчӗ, эпир вара хайхи юрату тенӗ туйӑма пула мирлешрӗмӗр. Анчах сана Пашкӑпа туслашмасан та юрать. Ненецсем пулӑшас мар-тӑк, ҫак ӗҫе эпир хамӑра кӑна нихҫан та вӗҫне ҫитереймен пулӑттӑмӑр. — Мӗн тӗлӗшпе? Уйӑх ҫинче ҫынсем пурӑннӑ пулсан, вӗсем ҫулталӑк тӑршшӗнче Хӗвеле вунвиҫӗ хут тухнине, вунвиҫӗ хут анса ларнине кӑна курнӑ пулӗччӗҫ. — Ҫав Карачкӑн вӑрманӗ пулмалла? — тенӗ Ваҫили Андрейч, малта хуранӑн курӑнса кайнӑскере кӑтартса. Ҫак тӗлӗнмелле йӗкӗт каланӑ сӑмахсем ытла та ӗненмелле мар пулнӑ. Вездеход вӗсене Телей бухти патнелле илсе пырать. Аякри-аякри ҫав ҫӑтмах евӗр хулара, паллах ӗнтӗ, савӑнаҫлӑ та хаваслӑ ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем хуйха-суйха пӗлмеҫҫӗ, пурнӑҫӗ вӗсен пӗтӗмӗшпех — илӗртӳллӗ кӗвӗ, шухӑша путни те пулин, тунсӑхӗ те пулин шалт хытарса ярасла ачаш та илемлӗ. — Ҫакӑ ҫеҫ. Ҫул маҫтӑрӗн ҫурчӗ умӗпе иртсе пыраҫҫӗ. Лешсем ӑна темиҫе хутчен те, кашни ыйтмассеренех лӑплантарчӗҫ, анчах вӑл вӗсене ӗненмерӗ, хӑй куҫӗпе курса ӗненес тесе, вӑл яланах кладовойсем патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ. Вӑхӑт нумаях иртмерӗ. — Ырӑ каҫ пултӑр! — Тарӑхтаратӑп пек-и? — Суккӑр. Вӗсем каланипе пурӑнас тесен, ҫынсен чир-чӗре пула пур ҫӗрте те, пур енӗпе те килӗшӳ патне мар, уйрӑлса каясси патне утмалла: вӗсем вӗрентнӗ тӑрӑх, ҫынсен уйрӑмшарӑн лармалла та ҫӑвартан карболовӑй кислоталлӑ спринцовкӑна та кӑлармалла мар (сӑмах май каласан, ку япалана та халь юрӑхсӑр теҫҫӗ). Шӑтӑк тавра тӗкме лартса ҫавӑрнӑ. Ун ҫывӑхнех сӑрӑпа сӑрланӑ турасен кӗлеткисене лартса тухнӑ. — Ытла шӑрӑх, — терӗ Вильсон. Лешӗ кӑранташне шӑлӗсемпе ҫыртнӑ та ҫапла майпа альбом ҫине темӗн ӳкерет. Анчах шӑп пӑшал пенӗ вӑхӑтра Гаррис ӑна пӑшал кӗпҫинчен тӗртрӗ, вара, Дик, тӗл перет пулсан та, тӗллеве лектереймерӗ. Сасартӑк ҫухӑравлӑ та вичкӗн арҫын сасси илтӗнсе кайрӗ те Оленина тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Пӗри темӗнле япалана пӑхса ӳкернӗ, тепри ӗҫ ҫукран сӳпӗлтетнӗ, ют ҫӗршыв ҫыннисем акӑлчанла калаҫнине ӑнланма пултарни ун пуҫне те кӗмен. Пӑх-ха, пӑх-ха, ку Донка мӑййи-ҫке!.. Чӑн та ҫавӑн! — терӗ тӗлӗнсе аптранӑ Спиридончо. Вӑл пӗр ҫухалса каймасӑр тата нихҫан та иккӗленсе тӑмасӑр мӗнпур хӑрушлӑха, ӗҫ мӗнле пулса тӑнине куҫ хупса иличченех тавҫӑрса илет, ҫав вӑхӑтрах хӑрушлӑхран хӑтӑлма май тупать, унтан ӑна чи тӗрӗс майпа пӗтерсе хурать. Эпир мӗнле ҫулпа тухса кайӑпӑр? Хӗрарӑм ҫилленчӗ: — Калаҫҫӗ вӗт сана, пӗлместӗп тесе! Воропаева ҫакӑ килӗшрӗ, вӑл блокнотне кӑларчӗ те ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫырса пыма пуҫларӗ. — Хӑвӑр упӑшкӑра суннӑ пек, мана та телейлӗ ҫул тата тӗрлӗрен ӑнӑҫу сунсамӑр ӗнтӗ. Долларне илсен, Хосэ урӑх ним ыйтса тӑмасӑр, хакалерен тухса кайрӗ. Яхта Нарборо ятлӑ чуллӑ утрав патӗнче пӑрӑнчӗ те, унӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗпе вӗҫтерчӗ. Сӗтел хушшинче вӗсем креслӑсем ҫине вырнаҫма хӑтланса нумайччен тӑрмашрӗҫ, ларсан вара вӗсенчен пӗри, кахал сӑнли, мундирне йӳле янӑскер, сухалне хырнӑскер, кӳпшек тутине сассӑр, йывӑррӑн хускатса, старике темскер калама тытӑнчӗ. Тата темле Камерон лейтенант пӗтӗм материка хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле урлӑ каҫма шухӑш тытнӑ текен сас-хура пур. Ҫав ялава мӗншӗн Балкан тӑррине лартнӑ-ха? Хулара мӗншӗн перкелешетчӗҫ? Кунта ытла шӑп пулни те мӗне пӗлтерме пултарать? — Ах, Евгений, мӗнле калаҫатӑн ҫак эсӗ! ӑшшӑнрах калаҫ… — Чуп, чуп! — пӑшӑлтатрӗ амӑшӗ, урипе ҫӗре тапса. Эпӗ мотора чаратӑп. Выльӑхсем ҫӗршерӗн, тен пиншер те пулӗ, сывлӑш мӗнле сайра пулсан та, вӗсем шавланипе хӑлха питӗрӗнсе ларать. «Карл лайӑх ӗҫлет, часах вӑл ман Geselle пулать!» — тетчӗ вӑл, анчах… этем пӗр тӗрлӗ шутлать, турӑ тепӗр тӗрлӗ тӑвать… — Анчах ҫыран хӗррине ҫитсен, мӗн кирлине тупма пулать-ши? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ку номер тухаймӗ!» терӗ вӑл. Карап сывлӑшра чӑлӑш-чалӑшшӑн ҫаврӑна-ҫаврӑна, тӗтӗм йӑсӑрлантарса аркана-аркана пӳрт тӑррисем ҫине сапаланса ӳкрӗ. Шӑпах ҫакӑнтан пуҫланчӗ те… Хула ҫийӗн вӗҫнӗ май Гусев хӑй тӗкӗрте курнине уйӑра-уйӑра палӑртать: тӳремсем, правительство ҫурт-йӗрӗ, арсенал, ӗҫлевҫӗсен кварталӗсем. — Нимех те… Ун чухне эпӗ, ҫамрӑкскер, ытларах хӗрсемпе ннтересленеттӗм, ҫавӑнпа та, суяс мар, вулассинчен пӑрӑнса ҫӳреттӗм… — Клисурӑ патшалӑхне вара нихҫан никам ҫӗнтерес ҫук, — кулса каларӗ тепри. Е хӑв ҫапла шутлатӑн-и? — Николай — идиот; унӑн манпа ҫапӑҫмаллаччӗ е полици чӗнсе илсе мана участока ӑсатмаллаччӗ… — Пӗлетӗп эпӗ Дик Сэнда. Вӑрманта арӑслансемпе тирсем ҫук пулсан, — калаҫрӗ ача, — кашкӑрсем пур-тӑр? Ҫамрӑксем хӗпӗртесе ӳкнӗ. Чӑнах та, ӗлӗк вӗсем айвансем кӑна пулнӑ, халӗ сасартӑк нигилистсем пулса тӑчӗҫ. Эсӗ ӑна тӗнчери революци пирки шутланипе асапланса пӗтрӗ тетӗн-и? — Эс пӗлетӗн-и-ха, Неда: камран ҫын кулать, ҫавна турӑ пулӑшать, — сӑмах хушрӗ Боримечкӑсен пӗр тӑванӗн ачи Коно Горан. — Итлӗр-ха эсир, пысӑк ҫынсем! — тенӗ вӑл пурне те илтӗнмелле сасӑпа. Ҫанталӑкӗ аван, ҫилӗ ҫула май, а судно хӑйне хаех пырать-и?! Сасартӑк кукамай сассине илтсе ятӑм, пӑхатӑп: вӑл сукмак ҫинче кӑмпа тымарӗсене канлӗн иртсе ларать, ун патӗнче, чӗлхине кӑларса пӑрахса, типшӗм кӑвак йытӑ тӑра парать. Алӑк уҫӑлчӗ те, Наталья хуллен кӑна:— Анне чӗнет, — терӗ. Ҫук, ҫук паян мар. Ҫапла вара Рада, Стайка урлӑ, Бойчо сывӑ иккенне те, вӑл ҫав териех пушӑ маррине те лайӑх пӗлсе тӑчӗ. Ҫак негр, эпӗ пулӑшман пулсан, тараймастчӗ те пуль-ха, халӗ, ав, тӑруках хӑюлланса кайрӗ, хӑйӗн ачисене вӑрлатӑп тет. Эпӗ вӗсен хуҫине пачах пӗлместӗп-ҫке, вӑл мана усал тунӑ ҫын мар. Юлашкинчен, пурин шухӑшӗпе те паллашнӑ хыҫҫӑн, генерал чӗлӗм кӗлне шаккаса тӑкрӗ те ҫакӑн пек каларӗ: — Государӗмсем! Манӑн сире эпӗ хам енчен пӗтӗмпех господин прапорщик шухӑшӗпе килӗшни ҫинчен пӗлтермелле: мӗншӗн тесен, унӑн шухӑшӗ тӗрӗс тактикӑн пӗтӗм правилисем ҫинче тытӑнса тӑрать; наступлении туса вӑрҫассине оборонӑпа хӳтӗленсе тӑрса кӗрешессинчен ялан пекех мала хураҫҫӗ… Кӑшкӑрни, кулни тата чул урайне ӳксе чӑнкӑртатакан савӑт-сапа сасси илтӗнме пуҫланӑ часран-часах. Кун хыҫҫӑн Шульгович, сӑмахсене юриех тӑстарса, питӗ пысӑк ӳпкин пӗтӗм хӑвачӗпелен чаплӑн, ҫирӗппӗн, савӑнӑҫлӑн та хыттӑн командӑларӗ: — Це-ре-мо-ни-ал-лӑ марш-а!.. Анчах кӗҫех, тӗмсемпе тункатасенчен пӑрӑна-пӑрӑна чурнине пула та ҫул пирки пачах шутламаннипе, эпӗ аташса кайни палӑрчӗ. Алексей унран пӑрӑнма хӑтланчӗ, анчах та кӗлетки ун, юр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пекех, хускалмарӗ. Калаҫӑва вӑраха яма юраман, ҫавӑнпа та Воропаев канашлӑва пула Ленӑн кая юлса киле таврӑнмалла пулнишӗн ирӗксӗрех савӑнчӗ; карчӑкпа вӑл чунтанах калаҫма пултарать. Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ. Гек Финн тата Том Сойер эпӗр —иксӗмӗр те тупа тӑватпӑр. Ҫак ӗҫ тӗлӗшӗнчен чӗлхенеҫыртса ҫӳретпӗр тесе,пӗр сӑмах та пулин лапӑртатсан,пирӗн ҫав вырӑнтахвилсе выртмалла пултӑр. — Ку хайхи ҫын вилли-ҫке, суд процессне те ӑна вӗлернӗшӗн пуҫласа янӑ вӗт! Сирӗн куккун ывӑлӗ — Генри Пойндекстер. Тӗлӗнмелле сӑмахсем, хам пӗлмен ятсем йӑлӑхтарса асра тӑрса юлатчӗҫ, чӗлхене кӑтӑклатчӗҫ, кашни минутрах вӗсене калас килетчӗ — сасӑсене илтсен мӗне пӗлтернийӗ паллӑ пулӗ тен? Ҫук, итле-ха… Вӗсем ҫав самантра хӑйсене паттӑрсем вырӑнне шутлама пуҫларӗҫ. Кунта вӗсем Нюркӑна тӗл пулчӗҫ. Ыйтнипе килӗшмеллех ӗнтӗ. Эпӗ, пӗр пушӑ самант та пулман пулин те, темле дневник пекреххи тунӑччӗ пулас. Шӑплӑха. Кӑвак, хӗрлӗ, шурӑ кӗпесем тӑхӑннӑ ача ушкӑнӗсем, ҫыран хӗрринче кӗпӗрленсе, юханшыв лӑпкӑлӑхне хуйхатнӑ пӑрахута янӑравлӑн кӑшкӑрса ӑсатнӑ, пӑрахут урапи айӗнчен ачасен урисем патнелле савӑнӑҫлӑ хумсем чупнӑ. — Эпӗ те каяс теместӗп. Ыттисем пурте аяккалла анса кайнӑ чухне, Мэрине пуҫ тайса ырӑ сунчӗ те, майор палуба ҫинче юлчӗ. Атте мана вилес умӗн пӗр кун маларах хӑй каларӗ. Вӑкӑр пек вӑйлӑ Топал-Хасан хӑйӗн икӗ тӑшманӗпе вилес пек ҫапӑҫрӗ, лешсем те кирек мӗнле пулсан та ҫӗнтересшӗн тӑрӑшрӗҫ, пур пӗр вилӗм пуласса ӑнланчӗҫ ӗнтӗ вӗсем… — Эс хӑвӑн ӗҫне пӗл, мана ан вӗрент! — ун ҫине ҫиллессен пӑхса ответленӗ Фома. Вӑл Николай императорӑн чи юратнӑ ҫынни, теҫҫӗ. Илтрӗн-и? Синопа ӑна хытӑ ҫапса янӑ та, лешӗ ывтӑнса пӑр тӑрӑх кусса кайнӑ. Яков Лукич пӗр сӑмах чӗнмесӗрех кухньӑналла ура ярса пуснӑччӗ, анчах алӑк янаххи урлӑ каҫнӑ самантра ӑна Лятьевский хуса ҫитрӗ те, хулпуҫҫинчен ҫапса илсе, ҫапла пӑшӑлтатрӗ: — Эсӗ, ашшӗ, — шӑпӑрт пул… — Ну, каях эппин! Эсӗ пирӗншӗн — кантӑкри ҫутӑ мар! Эпӗ нимӗне те ӑнланса илейместӗп. — Э-эх-ма!.. Мана хама ан тивччӗр ҫеҫ. Таҫти инҫетри нӳрлӗ вырӑнтан татти-сыпписӗр янӑраса килекен шапа сассисем кӑна хӑлхана кӗреҫҫӗ. Унта пирӗн валли хаҫат пичетлеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, мана лериги пӗтерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Шӑп вӑхӑтра ҫитрӗн. Миките лашана малалла ҫавӑтса каясшӑн пулнӑ, анчах икӗ тӑлӑп тӑхӑннӑ Ваҫили Андрейч пит аптӑраса ҫитнӗ, вӑл утма пултарайман, ҫуна ӑшне аплах кӗрсе ӳкнӗ. Карчӑк танкиста ҫунса кайнӑ пӳрт вырӑнне илсе кайса ватӑ хурӑна кӑтартнӑ. «Мӗнле, пансем, эсир ҫак козак пирӗн кошевой пулнипе килӗшетӗр-и!» — пурне те илтмелле кӑшкӑрса янӑ ӑна илсе пансем. Ҫавӑнтан кайран Марийка хуньашшӗпе йӗркеллӗ калаҫайми пулчӗ. Йӗпе-сапа ҫанталӑклӑ кунсенче вӑл, хуньашшӗ мӗн-мӗн тунине сӑнаса пурӑннӑ май, ӑнланса илчӗ: хуньашшӗ пачах урӑхла ҫын пулса кайнӑ-мӗн. Ерофей Кузьмич улшӑнса пыни ӑна йӗрӗнтерме те, хӑратма та тытӑнчӗ. Марийкӑшӑн пулсан Лопуховсен килӗ кунсеренех ют пек туйӑнма пуҫларӗ. Фома, темиҫе минут хушши каласа, хӑйӗн ӗҫӗсемпе ашшӗне паллаштарнӑ хыҫҫӑн, ним пытарса тӑмасӑр:— Укҫа… эп хам ҫине нумай ятӑм, — тесе сӑмахне пӗтернӗ. — Ричард? Эх, аванччӗ ҫав табак! Ҫыхнӑ тутӑрӗ айӗнчен, хӑлха вырӑнӗнчен, юн хуллен сӑрхӑнса мӑйӗ тӑрӑх юхса анчӗ. — Юрӑхсӑрсем! — кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Кухньӑра урай хӑми чӗриклетрӗ. Чимӗр-ха, эпӗ ӑна лайӑхах астӑватӑп пулас: «А с ним славетный поэт козацкий Юрко, нигды не оставлявший Караго и от вдирого сердца оным любимый. «Эсӗ ӑна, шуйттан ывӑлне, ҫавӑнтах вӗлермерӗн-и вара?» кӑшкӑрса ячӗ Бульба. — Ну, ҫитӗ, ҫитӗ… Аслати авӑтса аҫа ҫапни ту хушшинче ян та ян каять. Ахӑрашнӑ ҫумӑр минут иртмессерен инкек ҫине синкек хушать. Сӑрт ҫамкисенчен ҫырманалла пӑтранчӑк шыв кӗрлесе анать, мӗскӗн таркӑнсене шӑмма витерессе ҫити шӑнтать, ӗнтӗркетет, ҫумӑр питрен ҫапать. Тул ҫутӑлма пуҫланӑ, ҫавӑнпа пӗчӗк пӳлӗмре Теткӑна сав тери хӑратакан, курӑнман темӗнле ютскер пулман. Вара манран хаяррӑн, пӗр хӗрхенмесӗр тӑрӑхласа кулатчӗҫ, анчах эпӗ те хирӗҫ тӑма пултаракан йытӑ ҫури пулнӑ, ӳссе ҫитнӗ йытӑсенчен ухмахах пулман, вӗсенчен хӑюллӑрах пулнӑ, — ҫавӑнпа та эпӗ те тарӑхаттӑм. — Мана хула тӑрӑх сакӑр сехет иртнӗ хыҫҫӑн пынӑшӑн тытса хупрӗҫ, — терӗ вӑл, пуҫне пуринчен малтан пырса кӗнӗ шухӑша каласа. — Ан шарла? — пӑшӑлтататчӗ вӑл сӑхсӑхса, тӗттӗмре темӗскере асӑрхаса пӑхса. Ваҫили Андрейч ӑшӑнма кӗнӗ кил хуҫи пит пуянскер пулнӑ. — Унӑн сасси хулӑнӑн, хыттӑн кӗрлесе кайрӗ, Козельцов хӑй те паттӑрлансах ҫитрӗ. — Ав ҫавӑнта, — терӗ ӑна Джон Мангльс, Мюльреди кайнӑ еннелле кӑтартса. Енчен ак халь эпир алӑ сулса ларсан, хамӑр тытнӑ таса ӗмӗте суратпӑр пулсан, пӑлхаршӑн ҫапӑҫса тӑкнӑ юна та ҫӗршыва кӗллекен пушарсене мансан, пире мӑшкӑл пулнӑ пулӗччӗ, айӑпа кӗнӗ пулӑттӑмӑр. — Мӗнле? Гленарван мӗне асӑрхаттарасшӑн пулнине хӑй ӑнланни ҫинчен Айртон пуҫне сулса пӗлтерчӗ. Театр чышса тултарнӑ пек тулли. — Вӑл пулмасан, кам пултӑр-ха тата пирӗн улпутӑмӑр, — тесе сӑмаха татсах каланӑ Егоровна. Кӗлӗ кӗнекипе ытти тӗрлӗ кӗнекесем те пур. — Ан пӑшӑрханӑр, эсир мана кунпа хуҫаймастӑр. Ҫапла, эпӗ тепӗр хут калатӑп: сире кама та пулин хӑвӑр чурӑр пек шутлани кирлӗ, аллӑра кӗрсе ӳкнӗ ҫӗнӗ чура. Сывлӑха тӗрӗслекен комиссире пулнӑ-и? — Кӑмӑлӑр пулсан — ӗҫӗ тупӑнӗ! — терӗ Николай. Вӑл улпут арчисенче мӗн пуррине пӑхса тухнӑ, унти япаласене хут ҫине ҫав тери тӗплӗн ҫырса палӑртнӑ та ӑна приказчик арӑмӗн аллине панӑ; унтан хӑйне кукамай тахҫанах парнеленӗ икӗ пурҫӑн кӗпепе авалхи мӑн тутӑра, асаттен ылтӑнпа капӑрлатса ҫӗленӗ ҫар мундирне, ӑна хӑйне панӑскере, туртса кӑларнӑ. Сирӗн вӑкӑрсемпе утсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ӳксе вилчӗҫ, вӗсене эпӗ вӗлертӗм. Мӗн ҫитмен пулӗ апла вӗсене? — Ӗлӗк! Унтан юшкӑнпа хӑмӑш шӑрши вӗҫсе килчӗ. — Тӗлӗнмелле япаласем тетӗр-и? — терӗм эпӗ, ӑна чей тултарса панӑ май хамӑн пӗлес килнине ун умӗнче пытараймасӑр. Егорушка! — Эсӗ пӗртте шухӑшлама пӗлмен пек ответлерӗн. Бее вӑл мелле те ӑста суйса пачӗ. Хамӑр мӗн пултарнӑ таран эпир пурне те турӑмӑр пулас. — Халех пыратӑп. Асли те, кӗҫӗнни те вӑрҫӑра пулман, а эсӗ права ҫук тетӗн, а эсӗ запорожецсене тухса ҫӳреме юрамасть тетӗн». Ҫапах та, хӑйне ҫак хӗрарӑм хушсан, вӑл ун хыҫҫӑн каяссине, хӗрарӑм мӗн тутарас тенӗ — ҫавсене пӗтӗмпех тӑвассине ӑнланнӑ. Эпир унтанпа виҫӗ хут та ытларах ишсе килтӗмӗр, анчах кӑнтӑр енчи ҫырансем халӗ те курӑнмаҫҫӗ. Килнӗ хӑнасене Марко тӗпелелле ирттерчӗ, йӑлтӑркка йӗс карӑнтӑкри ҫуртисене ҫутса ячӗ. Трактир хуҫи хӗрелсе кайса:— Пӗлмелли ҫук, пӗлмелли ҫук… — тесе мӑкӑртататчӗ. Вӑл ӳсӗр куллипе кулса ячӗ те Артур ҫине куҫне хӗссе пӑхрӗ. — Эпӗ сана юрататӑп, хура куҫхаршиллӗ козак! Шантарсах калатӑп сире, мана нимӗн те кирлӗ мар. — Нивушлӗ сирпӗнсе ҫӳлелле тухасси чарӑнса ларӗ? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Тетрачӗпе карточкисем ман патӑмра. Кил, йышӑнатӑп — вӗҫсе кил, хӑват ҫитнӗ таран вула. Эпир ҫичӗ сехетре вӗҫсе улӑхрӑмӑр. Вӗсем мӗн чулӗ ларнине эсир чухлатӑр-и? — Каятӑп эпӗ сирӗнпе, — терӗ салтак татӑклӑн, — япаласемпе хӑҫан килмелле? — Мана тимлесех итлӗр, Айртон, — тет татах Гленарван. Николай Артемьевич хулӑн сасӑпа ҫеҫ калаҫрӗ. Ҫак мӗнпур ушкӑн хыҫҫӑн ултӑ лав пырать. Сывлӑш карапӗн мӗлки ҫухалчӗ. Давыдовӑн питҫӑмартисене каллех юн килсе капланчӗ, анчах вӑл хӑйне алла илчӗ те: — Эпӗ парти линине пурнӑҫласа пырӑп, анчах сана, юлташӑм, хамӑр пек, рабочисем пек, туррипех татса калатӑп: санӑн лини — йӑнӑш, политика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар лини, факт! Лӑпкӑ та ӑшӑ ҫурхи каҫ килет. Шыв та, тӳпе те йӗпкӗн хӗрлӗ тӗспе ҫиҫеҫҫӗ. — Эпӗ ятлаҫмастӑп, чӑннине калатӑп, — ӑнлантарса панӑ Ежов, ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа хул калакӗсене сиктеркелесе. Кӑштах канатӑп та пурте иртсе каять. Умрихин ҫаплах-ха ӗҫрен пӑрӑнмарӗ: — Кам валеҫсе парать-ха ӗнтӗ? Ҫаксем Якова пӗтӗмпех килӗшӳсӗр, кутӑнланса тунӑ, кирлӗ мар япала пек туйӑнчӗҫ, унӑн кӑмӑлне тата ытларах хуҫрӗҫ. — Гейка, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, пуҫне ҫӗклесе, — эс ӑҫтан? Унӑн нумаях кӗтмелле пулмарӗ. Каҫпаларах тинӗс йӑлт лӑпланчӗ, вара тин кӑна ашкӑнса ирттернӗ тӑвӑл вырӑнне ҫӑмӑл брис вӗрме пуҫларӗ. Яхта ҫул ҫине тухма хатӗрленет. Ҫуркаланса пӗтнӗ паруссене ҫӗннисемпе улӑштарчӗҫ. Ирхине, тӑватӑ сехет ҫитсен, матроссем якӑрсене илчӗҫ, паруссене карчӗҫ, вара пысӑк мар хумсем ҫийӗпе ярӑнса, «Дункан» Австрали ҫыранӗсен хӗррипе ишсе кайрӗ. Кам та кам вӗсене пӗр-пӗринпе хирӗҫтерет, ҫавӑ республика никӗсне хавшатать. — «Эпӗ тӗрӗслӗхе юрататӑп, — ответлерӗ Катя, — тавлашура сире ҫӗнтерчӗҫ, ma chère». — Юрать… Хӗвел анӑҫӗ енче, инҫетре ҫурма ункӑ евӗрлӗ ҫыран хӗррисем курӑнаҫҫӗ, хӑш-пӗр тӗлте, картина ҫинчи пек илемлӗ тусем карталанса лараҫҫӗ; ытти инҫерех курӑнакан ҫыран хӗррисенче сахӑр пуҫӗ евӗрлӗ питех те пысӑк конус курӑнса тӑрать, ун тӑрринчен юпа пек тӗтӗм тухать. Ҫакӑнта ҫурри Гекӑн, ҫурри манӑн! — терӗ. — Мӗншӗн вара сирӗн лашӑрсен хӳрисем ҫук? Мӗнле кӑна шухӑш килсе кӗмест иккен пуҫа: тӗрӗксем вуҫех килмесен, е вӗсем, хӑйсене ҫул ҫинче тапӑнасран хӑраса, халех тухма килӗшмен пуль, ҫӗр хута, юр ҫуса кӗрт хыва-хыва кайнипе те вӗсем ҫула тухмӗҫ; акӑ часах йӑлт ҫуталса ҫитет, иртен-ҫӳрен ҫула тухать, ун чухне пӗтсех пӗтрӗ вара… Мӗншӗн эсир пирӗн пата пырса курмастӑр нихҫан та? Пирӗн Степань барышнисем кулкалаҫҫӗ те-ха сирӗнтен. Салтаксем чакса ункӑланса тӑчӗҫ. — Илтрӗн-н? Больницӑра, ҫӑраҫҫипе питӗрсех усрамалла! — Ниҫта та каймастан эсӗ. Картта ҫине пӑхсан, пассажирсем питӗ хавасланчӗҫ; яхтӑна Бернуили сӑмсахне ҫитме тепӗр пилӗк градус та юлман. Ҫаксене туса хатӗрлесе ҫитерсен, эпӗ императора хам тунӑ плошадка ҫинче салтак вӑййисем выляма чи лайӑх кавалеристсене ҫирӗм тӑват ҫын яма ыйтрӑм. Вӑл мана валли пӑтӑ илсе килсе пачӗ, анчах манӑн темшӗн ҫиес килмерӗ. Ара хам та эпӗ, сӑмах май, санран ыйтса пӑхасшӑнччӗ-ха: ҫав «ваше благороди», ҫӗр выртма кӗрекенни, халӗ сан патӑнта пытанса пурӑнмасть пулӗ те? Картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ вӑхӑтра вӗсем час-часах хӑйсем мӗн тумаллине манса кайса, манран юла-юла пычӗҫ. Ҫак вӑхӑтсенче хӑмпӑпа ҫапакансем хӑйсен хуҫисене хӑмпӑпа ҫапса вӑратса, вӗсене ман ҫинчен астутарттарчӗҫ. Вӗсене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни пулни те, ман ҫири тумтир те, тарӑнӑн шухӑшлама пит юратсах кайман ахаль халӑх савӑнса кӑшкӑрса яни те пӗрре те тӗлӗнтермерӗҫ пулас. Анчах ӗҫӗ процентра мар-ха кунта. Чӑнах та, ҫук! «А moi, camarades! Аh, sаcre b… Аh! Такам, пушмак тӑхӑннӑскер, пусма тӑруках пӑрӑннӑ вырӑнпа ҫӳлелле хӑпарать. — Каяс тетӗн пулсан, райисполкома эсӗ ҫуранах кайӑн. Вӑл ӑна питӗнчен пӑхрӗ, унӑн вараланнӑ ҫамкине шӑлса илчӗ. Вӑл Инсаров патӗнче ӑна ӑсатма каякан болгарсене куратӑп, тесе шутланӑччӗ; анчах вӗсем пурте маларах тухса кайма ӗлкӗрнӗ; тата вулакансем пӗлекен икӗ палламан ҫын та кайнӑ (вӗсем Инсаров туйӗнче свидетельсем пулнӑ). Звеньевойсем пӗр табакшӑн кӑна хӗрӗхшер пин хураҫҫӗ, розӑшӑн — ҫирӗмшер. — Кӑнтӑрла иртсен, тӑватӑ сехет тӗлне командӑн карап ҫинче пулмалла! — тесе кӑшкӑрчӗ сквайр ун хыҫӗнчен. Островнов кулак пулман-ҫке-ха. — Ан та калаҫ, кӑштах ҫырткаламалла ӗнтӗ санӑн. Хӗрарӑмсем кӗлтума кайрӗҫ пулсан, эпӗ мӗншӗн айӑплӑ-ха кунта? Сире, манкаллӑ салтаксене, хулӑпа хӗртмелле. Ытлашши алхасса кайрӑр. Чарма ҫук. Пантелей те витре патне пычӗ. Эсир мана Том тесе чӗнӗр. Юрать-и? Паганель сӗнсе каланипе Ольбинет ҫавӑн пек ҫунса тухнӑ хӑвӑлсенчен пӗрин ӑшне вут чӗртсе ячӗ. Пӗр вӑхӑт вӗсем, тахҫан тата хальтерех пулса иртнисене, хӑйсен пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче тӗл пулнӑ хӗрарӑмсене аса илсе, сӑмах чӗнмесӗр пычӗҫ. — Паллах, ҫук, — тетӗп. — Пустуй! Ҫухалчӗ вӑл маншӑн!.. — Ҫук, Петровна мар, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ, — хамӑрах пӗҫереттӗмӗр. Ҫакӑн пирки эпӗ Макартан ыйтрӑм та, вӑл: «Ку — классен кӗрешӗвӗ», тет. Хӑй пӳлӗмрен тухрӗ те алӑка ерипен хупрӗ. Пӗррехинче Давыдов пӗрлештернӗ лобогрейкӑсене мӗнле юсанине тӗрӗслеме тимӗрҫӗ лаҫҫине пырса кӗчӗ. Пӗрлӗх ҫитмест. Хӑнасем Миша вилӗмӗ ҫинчен каласа панине тимлесех итлерӗҫ, Дефоржӗ ҫинелле тӗлӗнсе пӑха-пӑха илчӗҫ, лешӗ, калаҫу ун паттӑрлӑхӗ ҫинчен пынине пӗлмен пек, хӑй вырӑнӗнче лӑпкӑн кӑна ларать, хушӑран ҫеҫ хӑйӗн шухӑ вӗренекенне ятлакаласа илет. Кама кирлӗ ҫак пысӑк искусство произведенийӗ тӑвас тесе ӳкернӗ, анчах чӑннипе искусствӑран мӑшкӑлласа тунӑ фламандски мужиксемпе хӗрлӗ те сенкер пейзажсем? Пурӑнасса ун патӗнче эпӗ пит начар пурӑнтӑм. — Паллах, — терӗ штабс-капитан, — хӑйсен йӑлипе вӑл тӗрӗс тунӑ темелле. Ах, вавилон юххи!.. — Вӑл хӑй картусӗ ҫинчен ҫумӑр тумламӗсене силлесе тӑракан Озеров патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Вӑл сирӗн жанр мар… Куҫҫульпе йӗп-йӗпе шапарнӑ вӑл, хуйхӑпа тапӑлтарса таткалать вӑл хӑйӗн ҫӳҫне. — Ашшӗне те хывман, — хирӗҫлерӗ атте. — Лешӗ те вӗреннӗскерччӗ, ҫапах ухмахчӗ. Хӑй умӗнче вӑл такамӑн тӗксӗм кӗлеткине асӑрхарӗ. — Санӑн Ерошкӑпа ытларах ларас пулать, вара сана хӗрсем ҫавӑншӑн юратса пӑрахӗҫ, — терӗ вӑл кулкаласа, Оленина куҫӗнчен тӳп-тӳрӗ те ҫывӑхранах пӑхса. Ромашов куҫне уҫрӗ. 1815-мӗш ҫулта вӑл ҫуранҫар егерь полкне службӑна кӗчӗ. Тепӗр чух тата хамӑр та Петӗрпе хирӗҫсе каяттӑмӑр. Шыв тусанӗ, вырӑнтан вырӑна куҫаракан пӑрӑхсен айккинчи шӑтӑксенчен тапса сирпӗнекенскер, асамат кӗперӗпе ҫиҫсе вылякан кӑтра ҫерем ҫийӗн вылять. Анчах Сима Симакова курсан, вӑл сасартӑк ҫухӑрса ячӗ те аслашшӗне шӑлаварӗнчен туртрӗ, лапсӑркка ҫӳҫлӗ ача вара самантрах куҫран ҫухалчӗ. Антунӑн, ӑна курсан, куҫӗсем шывланчӗҫ, вӑл ҫӗре ҫитиех пуҫне тайрӗ те, ватӑ улпут халӗ чӗрӗ иккенне пӗлтерсе, лаша кӳлме чупрӗ. Конвентра халӑх умне сӑмах тухса каламалли трибуна ҫинче вӗсем ҫак паттӑр ҫынна сахал мар курнӑ; халӑх ӑна хисепленӗ, ҫӗлӗкне хывса саламланӑ. Эпир унта санӑн урапупа кайма пултаратпӑр. Ун хулпуҫҫине зонтик аври хӑвӑрт та чылаях хытӑ шаккаса илчӗ. Хӑй сӑмахӗсемпе каласан, халӗ вӑл тытакан тискер кайӑк шултрарах пулнӑ: вӑл окопран хӗвел ӑшшине тухса ларнӑ тӑмсай фрицсене мар, нимӗҫ танкӗсене — чее те ҫирӗп машинсене тытнӑ. Унӑн известь ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, Том хулари ачасене пурне те ҫука тӑратса хӑварнӑ пулӗччӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт хам палланӑ хӗрсем фокстротсем ташланӑ хушӑра ман сӗтел хушшине пырса ларатчӗҫ те, вара хам та ташлама пӗлсен манӑн пурнӑҫӑм урӑхла, питӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ тесе каласа кӑтартсан, вӗсем питӗ кулатчӗҫ. Инкек, телефонсем ҫук. Ун сассинче пӑшӑрханни палӑрнӑ пулсан та, ҫапах та сехре хӑпса хытсах кайнӑ ҫынсене пӑртак чун кӗрсе кайнӑ. Риво чи аякри кӗтессе, пысӑк юман буфет хыҫне хӗсӗнсе ларчӗ. Сивӗ чир пур: ҫав ҫеҫ начар. — Ан калаҫ, Евгений Васильевич. Апла пулин те, вӑл нимле майпа та чурасемпе курттӑм суту-илӳ тӑвакан ытти факторисен хуҫисем пек мар. Малта мачтӑсем вӑрманти йывӑҫсем пек кармашса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫинчи пин-пин тӗслӗ ялавсем вара, кассӑн-кассӑн ҫил вӗрсе иртнӗ май, улӑхри чечексем пекех сулланаҫҫӗ. Пытарнӑ чухне Катя хамран пӑрӑнса кайнине те астӑватӑп-ха. Тепӗр темиҫе ҫултан пӗр-пӗринпе тӗл пулса, хамӑн тӗрӗслӗхӗме кӑтартса парас тесе ӗмӗтленни те асран тухмасть-ха. «Вӑл мӗншӗн хулана юлнӑ вара?» — Пирӗн экспедици ӑнӑҫлӑ пуласси паллах, — терӗ Гленарван. Воскресенски кӗпер ҫинче шуратнӑ апельсин сутакан хӗрарӑма сӑмсасӑр ларма та юрать, анчах вырӑн кӗтсе пурӑнакан ҫынна тата нумай хӗрарӑмсем патне: статски советница Чехтарева тата ыттисем патне ҫӳрекен ҫынна сӑмсасӑр килӗшместех… Тарас тӗп ватӑ полковниксенчен пӗри пулнӑ: вӑл ҫӗр ҫине ҫапӑҫусемшӗн ҫуралнӑ, вӑл хӑйӗн тӳрккес кӑмӑлне пӗрре те пытарманнипе палӑрса тӑнӑ. Мӗн тери йӗрӗнчӗклӗ! Пӗчӗк ҫын перине пӑрахнӑ, унтан, малалла пӗшкӗнсе, сӗтел хӗррине пӳрнисемпе шӑкӑртаттарса илнӗ те имшер сасӑпа шӑппӑн юрласа янӑ: Тыт параппан, ан хӑра нимӗнрен те,Маркитанкӑсене чуптусам ирӗкрех! Кордильерсем ҫинчен анса ҫитсен, ыран тӳрем вырӑнсенче мӗнле пулассине шухӑшласа выртать вӑл. — Мӗнле, ҫав-ҫавах контрибуци пухатӑр-и пирӗн пек чухӑнсенчен? Часах вигвамра вутӑ ҫунма пуҫланӑ, ачасем кӑвар ҫинче темиҫе татӑк типӗтнӗ аш ӑшаласа хӑйсен вигваминче каҫхи апат ҫиме ларнӑ. Хаҫатра мӗн ҫыраҫҫӗ? Унашкал самантсенче Яков Лукич унран тата ытларах хӑрама, ҫавӑнпа пӗрлех ӑна ирӗксӗрех ытларах хисеплеме пуҫлать. Сталинграда ниҫта та пӗр сӑмахпа та асӑнман. Анчах та вӑл ҫав хула ҫинчен ӑна калама ҫук юратса, уншӑн пӑшӑрханса, пӑлханса, ҫав вӑхӑтрах шанса ҫырнӑ тӑрӑххӑн, сӑмах Сталинград ҫинчен пыни паллӑ пулчӗ. Ку виҫӗ мачтӑллӑ пысӑк судно пулнӑ. Кунта нумай вӑхӑт хушши выртнипе ӑна пур енчен те шыври ӳсен-тӑрансем хупласа илнӗ. Палуба ҫинче ҫӑра та ҫутӑ чечексемпе илемленсе ҫитнӗ тӗме ӳсет. Джон Мангльспа Том Аустин каютисем яхта варринче вырнаҫнӑ, вӗсен алӑкӗсем палуба ҫине тухаҫҫӗ. Тен, вӑл ӑна юратсах пӑрахман та пулӗ, анчах ӑнсӑртран пӗр-пӗр чӑрмав тупӑнсассӑн е сасартӑк пурӑнӑҫ шӑпи урӑхла килсе тухсассӑнах, унӑн чӗринче юрату ҫулӑме хыпса тухма хатӗр пулнӑ. Шупка сенкер пӗлӗт айӗнчи айлам хӗвелӗн савӑнӑҫлӑ ҫутипе ҫав тери илемлӗн те савӑнӑҫлӑн курӑнать — чӑн та ҫӗр ҫинчи ҫӑтмах ӗнтӗ! Акӑ мӗншӗн васкатӑп: кӗҫех тыр-пул пухма тухмалла, анчах килте, хӑвӑрах пӗлетӗр, ман карчӑк пачах ӗҫлейми пулса ҫитрӗ. Йывӑҫ патне ҫитсен сержант чарӑнчӗ. Пӑван, кӑмӑллӑн йӑл кулса, йӗри-тавра пӑхрӗ. Ӑна темле куҫа курӑнман алӑ пырӗнчен тытса пӑвнӑ пек туйӑнчӗ. Пӗвӗ вӑрӑм, аллисем пысӑк пулин те, Лукашка аллисенче кирек мӗнле ӗҫ те — пысӑкки те, пӗчӗкки те — ӑнса пыни курӑнать. Эпӗ каллех мӗнпур япалана кимме пуҫтарса хутӑм та вӑрман тӑрӑх йӑпшӑнса утрӑм — мӗн те пулин пӗлеймӗп-и. — Пиэмия, — каласа пачӗ ывӑлӗ. Унтан, аллине хитрен кӑнтарса, шлепкине илчӗ, карета еннелле пуҫ тайрӗ те, лашине шпорӗсемпе хӗссе, каллех прери тӑрӑх сиккипе яра пачӗ. Джонни хӑй ача чухнехи кунсене астӑвать-ха, каярахпа мӗн пулса иртнине вара пӗтӗмпех манса пынӑ. Аллисене пуҫӗ айне хучӗ: — Тухату, Алексей Иванович, тухату. — Кӗсре мар вӑл, ылтӑн! Пире тупаҫҫӗ — анчах та кам пӗлет? Сасси унӑн ҫӑра, труба сасси пек, анчах ҫемҫе пулнӑ, вӑл пур ҫынсем ҫине те нихҫан илтмен сӑмахсене хура шыв юххи пек тӑкнӑ, ҫав сӑмахсем чарусӑр пӑлхантарнӑ. — Тулта шартлама сивӗ… — Караппа юнашарри мӗн ятлӑ? — Марин пичче, ҫак хӑравҫӑ таркӑнсене кунта илсе кил те окопа ларт… Гек та унталла туртӑнчӗ, анчах тӗрӗссипе каласан, ытла хытах туртӑнмарӗ. — Итле-ха, Том, — тесе пуҫласа ячӗ вӑл, — эсӗ пӗлетӗн-и, паян мӗнле кун? Хӑвӑртрах илсе кил! Ун айӗнче пусма хуҫӑлса анман пулсан, кӑтартатчӗ вӑл сана тӗлӗк мӗнлине. Никам ҫине те ҫаврӑнса пӑхмасӑр, пичӗпе одеял ӑшне ача пек тӑрӑнса, хашлатса, хулпуҫҫипе, пӗтӗм кӗлеткипе кӑрт та карт сике-сике чӗтренсе, Комиссар кӑкри ҫинче лейтенант Константин Кукушкин, шӑрчӑк та никампа килӗштермен ҫын, макӑрчӗ… — Мӗншӗн памастӑн-ха вара? — ыйтрӗ Давыдов, хӑй ҫине пӑхма пачах шутламан лавҫӑн питне курма кӑлӑхах тӑрӑшса. Тепӗр минутран комендант сӗтелӗ умне Квейс лейтенант пырса тӑчӗ. Мана эсир этемӗн чӗри патне пымалли ҫулсене пӗлнине курма кӑмӑллӑ. Эрешмен чӑтлӑхалла кӗрсе ҫухалчӗ. Ҫавӑнпа та виле шӑтӑкӗ тавра тӗрлӗ апатсем хунӑ, вӗсем хушшинчех вилнин хӗҫпӑшалӗсемпе тумтирӗсем те выртаҫҫӗ. — Мана хамӑн вырӑн тавҫӑруллӑ пулма хушать… Анчах ҫав йывӑр задачӑна пӗлме пултараймасӑр, эпӗ малалла мӗн тумалла-ши, тесе шухӑшлама пуҫларӑм. Каччӑ ҫуратмарӑн пулсан та — аван! Эпӗ комсомола ҫырӑнатӑп, — терӗ вӑл. Вӑл, аллине сулса, тикансене сӑрнай калама чарчӗ. Пӗр малицине эпир иккӗн ҫеҫ ҫӗклеме пултартӑмӑр. Витӗнкӗҫе тупаймарӑмӑр. Вӑл шыва путрӗ. Ҫак ӗҫ ҫинчен калакансене итленӗ хыҫҫӑн ҫирӗн татса памалла: вӑл тӗрӗс айӑпланать-и е тӗрӗс мар. Анчах та хальхинче ҫула пачах урӑхла кайса килтӗм, эпӗ хам та ҫак юлашки ҫур ҫул хушшинче пачах улшӑнтӑм. Политика ҫинчен калаҫма чарнӑ… Пӑхать вӑл ун ҫине, таки те Ермила шӑтарас пек куҫран пӑхать, тет. Пӳлӗмре пурте хӑй вырӑнӗнчех, пӗр аннен кӗтесси ҫеҫ хурланмалла пушшӑн курӑнса тӑрать, стена ҫинче, кукаҫейӗн вырӑнӗ тӗлӗнче, пӗр листа хут ҫакӑнса тӑрать. Вӑл хут ҫине печатнӑй саспаллисемпе пысӑккӑн ҫапла ҫырса хунӑ: «Пӗртен-пӗр чӗр Исус турӑмӑр! Ҫапла, ҫаплах ӗнтӗ, — терӗ вӑл, бинокльпе пӑхса. Пӗр уйӑхран пӗтӗмпех туса хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Вара эпӗ тӗп хулана его величествӑран ирӗк илме тата унпа сывпуллашса уйрӑлма кайрӑм. Ҫак хӑлхана хупласа ӑнран кӑларса яракан шухӑшсене эпӗ пуҫласа, ҫитменнине тата ҫакӑн пек уҫҫӑн, ним пытармасӑр каланине илтрӗм. Пӗр-пӗр негра эпӗ хама ҫапла ятлаҫтарман пулӑттӑм. — Вӗсем мана ним те каламарӗҫ. Тен, ку Лешель? Наталья пӗлсех тӑнӑ: хитре пӑяхамӗн кӑмӑлӗ пулас пулсан, вӑл ӑна парӑнмасӑр чӑтас ҫук. — Ку вӑл пурнӑҫра нимрен те паха, аннеҫӗм! — Каҫар… Тавӑрӑнма мар, вӗсен пуҫӗсенче халь пӗр шухӑш ҫеҫ пулчӗ, — ҫак пӗччен ларакан кил-ҫуртран епле те пулин аяккарах кайма шутларӗҫ. Сылтӑм уринчи обмоткӑна чӗркесе пӗтермесӗрех, Костя тӳрленсе ларчӗ, халиччен комбат пулнӑ ҫын ҫине пӑхса илчӗ. Катя ҫакӑнта пурӑннипех ҫак урам ним чухлӗ те ытти урамсем пек мар. Мӗнле ҫав тери хӑвӑрт пулма пултарать вӑл? Жихарев хӑй сӑнне-питне апла та капла улӑштарса, ҫав чултан тунӑ пек туйӑнакан хӗрарӑм тавра ҫавӑрӑнса ҫӳрет, — пӗр ҫын мар, вунӑ ҫын, пурте ӑраснаскерсем, ташланӑ пек туйӑнать: пӗри — йӑваш, парӑнаканскер; тепри — ҫиленчӗк, хӑратаканскер; виҫҫӗмӗшӗ — хӑй темскертен хӑрать те хуллен кӑна ахлатса, кӑмӑла кайман пысӑк хӗрарӑмран ҫын сисмелле мар тарасшӑн пек туйӑнать. Унӑн шӑлӗсем хӑрушӑ! Пӗр кӗнекере ҫапла каланӑ: ҫӗр ҫинче пурри — пурте вырӑнлӑ, — тенӗ… Гленарван мӗнпур экипажӗпе тюленсем тытма кайма приказ пачӗ те, ҫавӑнпа вӑл якӑрне те ҫав каҫхинех илмерӗ. Паллах, самолёт таҫта ҫывӑхрах ҫаврӑнать — е мӗн те пулин сӑнать вӑл, е анса ларма тӳрем вырӑн шырать. Ак тата сана виҫӗ тулли обойма. Анчах Лятьевский сивӗ аллипе Яков Лукича алӑран ярса тытать те, ун ҫумне тайӑлса, вӑрттӑн ҫапла пӑшӑлтатать: «Авланни ҫинчен никама та ан шарла! Вӑл Голышев выртакан пӳлӗме таврӑнчӗ. Пӗррехинче, чей ӗҫсе ларнӑ чух, Ольга ӑна:— Чӑнлӑх вӑл — чун тулли пулни, тек кӑмӑла нимӗн те кирлӗ марри, — терӗ. Халь унӑн нактоузри компас кӑтартнипех ҫырлахмалла пулать. Ирхи чей ӗҫнӗ хушӑра мана суд турӗҫ. Йӗннинчен тухакан хӗҫ чӑнкӑртатни илтӗнчӗ. Выльӑх ӗрчетекен миллионерсем Канлӗ ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗсем ирпе татах ҫул ҫине тапранчӗҫ. Кукубенко вара икӗ енне те ҫивӗчлетнӗ йывӑр хӗҫне икӗ аллипе ярса тытрӗ те лешӗн кӑвакарса кайнӑ тутисенченех чикрӗ: хӗҫ икӗ шӑла хуҫса кӑларчӗ, чӗлхине ҫурмаран касрӗ, пыр тыткӑҫне ҫӗмӗрсе тухса ҫӗре, шалах кӗрсе кайрӗ; ҫапла вӑл ӑна ҫӗр ҫумне ӗмӗрлӗхех пӑталаса хучӗ. Пӗр вунӑ тенкӗ пухатӑн кӑна — ҫавӑнтах пӗр-пӗр усалӗ килсе укҫана ҫуласа тухса каять! Килет те, ҫавӑн пек, темӗнле арҫын, сан ҫине куҫ хывать… унтан ӗмӗр ирттерме хӑй патне илсе каять… Ун пеккисен аллинче ют ӗҫ ҫеҫ вӗресе тӑрать.» Апла пулсан, сан шухӑшупа эпӗ путене аҫи пулатӑп-и? Амӑшӗ ирӗксӗрех йӑлкӑшса илчӗ. Пӗтӗмпех маннӑ эпӗ. — Эсӗ те ун майлах-и, Опанас Иванович? — ыйтрӗ Воропаев, ҫак кӑмӑллӑ Комкова кӳрентерсе янӑшӑн ӳкӗнсе. Мӗнпур ҫамрӑк специалистсем пекех, вӑл хӑйне питӗ юратать пулас, тата вӑл хӑйӗн мӗнле те пулин ҫӗнӗ теорийӗпе те, ытти ҫамрӑксем пекех, интереслӗ ҫын пулма тивӗҫ. Халл капитан килӗшрӗ те ҫавӑнтах хӗрарӑма хӑйӗн каютине йышӑнма ирӗк пачӗ. — Анчах, калӑр-ха пире, Ромашов подпоручик… ҫак усал та хурлӑ историччен эсир Николаев поручик кил-йышӗнче пулкаламан-и? Эпӗ — нестроевой ротӑран, — хуллен каларӗ салтак. Илӗр, тӑвансем! Тӗллӗн-тӗллӗн туратсенчен ирӗлнӗ юр тумламӗсем ҫӑмӑллӑн патлатса ӳкеҫҫӗ. Авалхи йӑлапа — Марсӑн хӑрушла саккунӗпе — сӑваплану йӗркине пӑснӑ таса хӗре Лабиринта — пусӑна — пӑрахаҫҫӗ… Юзыся ҫакна сехӗрленсе тата интересленсе итлет. Ӳте-тире ҫав таранччен ывӑнтарса яма та юрамасть. — Итлӗр, ачасем, никама та пӗр сӑмах ан шарлӑр. Хӑҫан та пулин пурте пӗрле пуҫтарӑнсан, эпӗ сан пата пырӑп та:«Джо, санӑн чӗлӗм пур-и? Анчах мӗнле республика ҫинчен ӗмӗтленнӗ вӑл? Акӑ Шерборн куҫне халӑх ҫинелле куҫарчӗ, вӑл кирек кама тӗллесе пӑхсан та, пурте унран хӑравҫӑллӑн куҫӗсене тартрӗҫ, нихӑшӗ те ӑна хирӗҫ тӳррӗн пӑхаймарӗҫ. Вӑл ҫакна ӗненсех тӑчӗ: хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе вӑл туррӑн чӑтӑмлӑхне йӑлтах пӗтернӗ, халӗ ӗнтӗ ӑна нимле каҫару та ҫук. «Так ахаль. Каятӑп, ура утнӑ ҫӗрелле». Часах папӑн юратнӑ ҫынни хисепне кӗчӗ те, хӑйне мӗнле кӑмӑла каять, ҫавӑн пек тӑвать. Часах Степка сӗреке йӑтса килчӗ. ВКП сӑмаха пысӑк саспаллисемпе ҫыр, пулчӗ-и?» … тата совет влаҫӗшӗн тӳсме ҫук кӳренмелле каланӑ сӑмахсене каялла илетӗп, вӗсен умӗнче каҫару ыйтатӑп, тата сӑмах паратӑп, малашне эпӗ, вӑрттӑн ӗҫлекен контра пулин те…» Вара хамӑрӑн туслӑ ҫыхӑнӑва ҫирӗплетсе хумашкӑн эпир хамӑр шлепкесемпе плащсене пӗр-пӗринпе улӑштартӑмӑр. Джон Мангльс хӳре ҫине темӗскер руль пекки туса хунӑ, ӑна вӑл Вильсона тыттарчӗ. Ҫав рульпе сулӑна юхӑма урлӑ тытса пыма та пулать. — Ун пекки ҫинчен нихҫан та илтмен. Сасартӑк тискер кӗсресем чӑтлӑха кӗрсе кайса, куҫран ҫухалнӑ. Фома хӑйне чӗнекенсем патне сайра пырать, — ҫынсенчен вӑл пӑрӑнса ҫӳрет, вӗсемпе калаҫма юратмасть. Ҫӗр ҫумӗн шунӑпа пӗрех пӗшкӗнсе, хӑраса ӳкнипе чӗтӗресе чупрӗ вӑл. — Летчиксем вӗсем ҫӳлтен… пуҫсем ҫине бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ, эпир ҫӗр ҫинчех тимӗрпе бетон витӗр… тӳрех чӗререн лектеретпӗр. Малтан пирӗн ун патне пырса: «bonjour, Mimi!» темелле, урана шаклаттарса илмелле, унтан тин калаҫӑва хутшӑнма юрать. Ҫумӑр пӗлӗтне пухӑнма пушар та пулӑшрӗ пулмалла, ҫитменнине тата ҫуркунне тӑрать; ку вӑхӑтра Миссисипин анатри пайӗнче тата Арканзаспа Хӗрлӗ ҫырма ҫинче яланах вӑйлӑ ҫумӑр пулать. Пӗр-пӗрин ҫине кӑштах пӑхса илтӗмӗр. Пукан! Пӗр ҫӗрте шавлаҫҫӗ те, тепӗр ҫӗрте салху. Ҫапла каланӑ чаплӑн та хавхалануллӑн калаҫакан Боссюэт. Государство хӗҫӗсен тӗллевӗ пурин те пӗрре. — Ман пекех! Тахӑшӗ ҫавӑнтах ыйтрӗ: — Староста ӑҫта? Нивушлӗ вӑл ҫӗр сивӗнсе пынӑран пулса кайнӑ? Ҫаксене вӑл ним асне илмесӗрех хӑвӑрт та пӗр шикленмесӗр турӗ, ӑна арӑмӗ те чарса ӗлкӗреймерӗ. Хутран-ситрен кӑна ҫулҫӳревҫӗсен айӑккипе «гуассоссем» мӗлке пек ирте-ирте каяҫҫӗ. Чиркӗвӗн ытти пур енче те тӗттӗм. Ҫавӑнтах тата упӑшки ӑна, ытти упӑшкасем хӑйсен арӑмӗсене хӗненӗ пек, ку таранччен пӗрре те хӗнеменнине аса илнӗ те, ӗсӗклеме чарӑнса:— Каҫар, питӗ шел пулчӗ, — тенӗ. — Вӑл пурне те лайӑх йӗркелесе ҫитертнӗ, — терӗ Саша малалла, — анчах та эпӗ ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласси пирки иккӗленме пуҫлатӑп. Мӗн вара эпӗ, тепре каласан, ҫынсене ырӑ тӑванҫи пулса ҫӳрекен буржуй майри-и мӗн? Вӑл союзлӑ ҫарӑн пуҫлӑхӗ пулнӑ, ӑна пӗр ҫакӑншӑн кӑна халӑх хисеплесшӗн пулнӑ, анчах унӑн мӗнпур кӳлепипе сӑн-питӗнче ҫынсене илӗртмелли нимӗн те пулман. Ҫутҫанталӑк аллинче пурнӑҫ та, вилӗм те пур, унта вилӗм те пурнӑҫ пекех хыттӑн калаҫать. Пӗр пристаньрен паҫӑртанпах сывлӑшалла «Дубинушка» савӑнӑҫлӑн янӑраса тӑнӑ. Эпӗ сирӗн салтаксем ҫине пӑхаттӑм та тӗлӗнеттӗм! — Каятпӑр ҫав, айван, пулӑшас вырӑнне эсӗ урам тӑрӑх тӑсӑлса ҫӳретӗн, — терӗ. — Мӗншӗн улпут хӗрӗ? — хӑвӑрт ыйтрӗ Софья унран, ку ытла та кӗтмен ҫӗртен пулнипе кӑртах сиксе. Аллисемпе решеткерен ҫирӗппӗн ыталаса тытса, Серёжа аялта тӑракан ҫынсем ҫине ытла та ҫиленсе пӑхать. Уйрӑмах ҫакӑ унччен ирӗклӗ, халь сасартӑк чура туса хунӑ ҫынсемпе пулать: вӗсем кун пек хура-шура чӑтма хӑнӑхман». Лашисем, тулхӑркаласа, пӗр пӗрне шӑршлакаласа илчӗҫ. Михайлов, ҫак виҫӗ сехет хушшинче темиҫе хутчен те, ҫук, хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран, тесе шухӑшланӑскер, хӑй ҫумӗнче пур пек пӗчӗкҫӗ иконӑсене темиҫе хутчен те чуптуса илме ӗлкӗрнӗскер, юлашкинчен кӑштах лӑпланчӗ, ку таранччен те бомбӑсемпе етресем пайтах вӗҫсе иртрӗҫ, пӗри те мана килсе лекмерӗ, халь тин ма лектӗр ентӗ? тесе лӑплантарчӗ вӑл хӑйне хӑй. — Эпӗ сире ҫӗнтерме пултаратӑп, — тӳррӗн ответленӗ Ривэра. Крэнкбиль, Евстафий ҫветуй ячӗпе тӑракан чиркӳ патӗнчен иртсе, Монмартр урамнелле ҫаврӑнса кӗнӗ. Хӑрах енче яшка ҫӑвӗнчен тунӑ кукӑр ҫурта ҫунать, ӑна пӗр пӗчӗкрех салтак тытса выртать. Вӑл хӑрать манран. Паллах ҫаксем ҫеҫ курӑнчӗҫ, чӑннипе каласан, хам ача чухнех тавҫӑрса илейми доктор, ман пата килет, куҫлӑхне ҫамки ҫине ҫӗклетнӗ, халех ман чӗлхене е хӑлхана пӑхассӑн туйӑнчӗ. — Доктор, эпӗ сире чирлӗ ҫынна пӑхтарасшӑн, — терӗм эпӗ кулмасӑрах. — Тӗлӗнмелле пулса тухать! Ку ҫын ултӑ сӑмах ҫеҫ калама пултарать: кура, седло, ящик, вьюга, пьют тата Абрам. Хӗрарӑм куҫҫулӗ вӑл — шыв… Гаррис, юлашкинчен, француза ура ҫине тӑма ирӗк пачӗ, хӑй те тӑчӗ. Гленарван ун ҫине сехӗрленсе пӑхать. Унӑн пӗчӗкҫӗ ҫурчӗ кивӗ Гамбург хулин чи авалхи урамӗсенчен пӗринче — Король урамӗнчеччӗ. — Асатте, манӑн урӑх кӑлтӑрпи ҫук вӗт! — ӗсӗклесе каланӑ Синопа. Тул ҫутӑлнӑ чух ӗшенсе ҫитнӗ Софья калаҫма чарӑнчӗ те хӑй йӗри-тавра ларакан ҫынсен шухӑша кайнӑ, ҫуталнӑ сӑнӗсене ҫемҫен пӑхса ҫаврӑнчӗ. Сӑмах калас умӑн вӑл хӗп-хӗрлех танӗ пек питҫӑмартийӗсене тата ҫавракалатса мӑкӑртататчӗ. Ҫав тери шел: ҫавнашкал лайӑх курӑк ахалех пӗтет! Анчах эпӗ вӗҫерӗнсе тартӑм та, праҫник чухнехи пек тумланӑ пӗр каччӑна хӑваласа ҫитсе, ҫепӗҫҫӗн ыйтрӑм: — Эсир турюнӗ сыпнӑ-и? — терӗм. Ҫак туйӑм, ҫак ӗмӗт кашнинчех пулнӑ: акӑ Павловски набережнӑйра — сарнӑ чул ҫинче — йывӑр аманнӑ салтак выртать, — хӑй таврашӗнче пилӗкҫӗр салтак йынӑшса-ахлатса выртать пулин те, вӑл ҫапах та турӑран ҫӑлӑнӑҫ ыйтать, ҫӑлӑнӑҫ памасан, вилӗмне часрах ярччӗ, тет; иртсе пыракан генерала ҫул парас тесе, мӗнпур вӑйне пухса халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗнӗ ополченец та хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; кӗпер урлӑ йӗркеллӗн, пӗрне-пӗри хӗстермесӗр каҫса тӑма хушса тӑракан генерал хӑй те часрах каҫса кайса хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ ӗмӗтленет; васкаса пыракан батальонпа пӑтрашӑнса кайнӑ матрос та — хӗссе хунипе сывлаймиех пулнӑ матрос та — ҫӑлӑнасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать; акӑ кӗпер патне пӗр аманнӑ офицера носилкӑпа тӑватӑ салтак йӑтса килеҫҫӗ, кӗпер умӗнче халӑхӗ ытла пӑтрашӑнса тӑнипе вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, вара аманнӑ офицера вӗсем Николаевски батарея умне ҫӗр ҫине вырттарчӗҫ, апла пулин те — офицерӗ те, салтакӗсем те хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ; пӗр тупӑ умӗнче 16 ҫул ӗҫленӗ артиллерист та ҫаплах шухӑшлать, начальниксем ӑна туппине бухта тӗпне яма хушнӑ, вара вӑл юлташӗсене чӗннӗ те чӑнкӑ ҫырантан туппине шывалла тӗртнӗ, ҫакна вара вӑл мӗншӗн апла тума хушнине ниепле те ӑнланса илеймест; карапсене аркантарса яма бомбӑсем хурса хӑварнӑ флот ҫыннисем те — карапӗсем патӗнчен баркас ҫине ларса васкавлӑн ишсе каякан флот ҫыннисем те, — хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. Дамянчо Григоров мӑйӑр йывӑҫне аҫа ҫапни ҫинчен каласа пачӗ, ҫав йывӑҫ айӗнче ҫул ҫӳренсем ларнӑ пулнӑ та, йывӑҫне вут хыпса илнӗ, аллӑ сурӑх пӗтнӗ ҫавӑн чух, унӑн турӑ лашин хӳрине татса кайнӑ пулнӑ, кайран ҫав лашине ним хаксӑрах сутса янӑ иккен. Ҫав самантрах вилсе кайман пулин те, пӗр виҫ-тӑватӑ минутӑранах, е виҫ-тӑватӑ секундӑран та вилсе кайма пултарнӑ. — Ларӑр, тархасшӑн, — сӗнчӗ Горева хӑйне ирӗксӗрлесе тенӗ пек сасӑпа; лешӗ ҫавӑнтах ларчӗ. Ҫавӑн ҫинчен илтнӗ-и эсӗ? Паллах, сунарҫӑ шыв шыраса кунтан инҫе кайма та пултарайман. Ҫапла мар-и, мӑнтӑркка? Джим каланӑ тӑрӑх, Сайлас тете кунта кашни кун пекех килет-мӗн, унпа пӗрле кӗлтӑвать: Салли аппа ӑна мӗнле апатлантарнине килсе ыйтса пӗлет — выҫӑ лармасть-и вӑл. Санӑн ӗҫӳсем мӗнле пыраҫҫӗ, Джордж? Уҫҫисем санра-и? Вӑл ҫулхине питех телейлӗ марччӗ ҫав эпӗ, халӗ ҫеҫ тӗл пулни килӗшерех те парать-ха мана, чӑнах та пит ырӑ кунсем ҫитрӗҫ-ҫке. Тӗлӗнмелле ӗҫсем килсе тухса, пире уйӑрӑлмалла мар пӗрлештерчӗҫ: пире ҫак тӗнчере ӗнтӗ нимӗн те уйӑраяс ҫук. Тарас чӗрӗ вӗт-ха… тен, вӑл… Вот мӗн, ачасем, хулара кансӗрлекенсене пурне те ӗнсерен ярса тытаҫҫӗ, а пирӗн кунта хӑвӑртлӑха икӗ хут ӳстерес пулать. Яков Лукич правление бригадӑсен хирти лаптӑкӗсенче ҫӗнӗрен темиҫе пӗве пӗвелеме сӗнчӗ. Император хӑйӗн таса чаплӑ ҫемйипе пӗрле ҫуртӗнчен тухрӗ. Йытӑ пӑхакана эсӗ ачаллах лекмен пуль вӗт? Степӑна йытта хӗненӗ пек хӗнесе пӗтерчӗҫ. Яра пар вӑл кацапа питӗнчен! Эпӗ кун пеккине те курнӑ. Адриан Прохоровӑн вырӑс сӑхманне те, Акулинӑпа Дарйӑн европӑлла тумтирӗсене те хальхи романиссен йӑлине пӑхӑнса тӗрлесе кӑтартмӑпӑр. Тӗрӗк жандармине пӗтерни вӑл халӑх хӑй идеалӗшӗн тӑрӑшни пулать! — Тӗрӗс, Джек! Шыв юххи пире те ҫавӑнталлах илсе пырать. Кимӗ умӗнче — инҫетре сарӑ хӑйӑрлӑ ҫыран курӑнать, хыҫӗнче — ушкӑн-ушкӑн хумпа алтӑнса пӗтнӗ, кӑпка та шурӑ кӑпӑкпа илемленнӗ тинӗс талкӑш сарӑлса юлать. Пӑрахут тавра ишсе ҫаврӑнтӑм, кӑшкӑркаларӑм, никам та хирӗҫ сас памарӗ — масар ҫинчи пек шӑп. Ырӑ пулсан, Катя трамвай ҫинче ҫӳрес-и, пӑр ҫинче ҫӳрес-и? тесе тӑмӗччӗ. Анчах пурнӑҫ укҫара кӑна мар вӗт-ха. Энскра чухне, Гаер Кули хамӑр килте хуҫа пулса тӑрсан, пире йӑмӑкӑмпа иксӗмӗре ӑна «атте» тесе чӗнме хушсан, манӑн хамӑн та киле таврӑнас килместчӗ. Эпӗ вӗсене лайӑхах астӑватӑп-ха. Ман шутпала, Катя та ҫавӑн пекрех саманта тӳссе ирттерет пулмалла. Киле кайма вӑхӑт ҫитсен вӑл тӗксӗмленчӗ. Шӑп ҫак вӑхӑтра ун патне хӑй пек живописец, хаваслӑ ҫын, ялан кӑмӑллӑ ҫӳрекен, пур ӗҫе те савӑнса кӑна тӑвакан, уйрӑммӑнах апат ҫинӗ чухне тата ӗҫкӗре хӑйне хаваслӑ тытакан, ытлашши ӗмӗтсемпе аташма юратман юлташӗ кӗрсе тӑнӑ. Маншӑн тата ман йышши ытти юлташсемшӗн те, хамӑрӑн ҫӗршывран тухса каясси, таҫти ют ҫӗршывсенче тар юхтарса хырӑма тӑрантмалӑх ҫӑкӑр тупса пурӑнасси ытла та йывӑр пулчӗ. Николай Еремеич стена патне пычӗ, вара эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, вӑл купецран илнӗ хутсене йӗркелеме тытӑнчӗ. Мересьев колоннӑна нумайччен пӑхса тӑрса ӑсатрӗ. Эх, халӗ ҫак тусанлӑ кузов ҫине сиксе кӗрсе ларасчӗ те, каҫаллапа фронта, тӑван аэродрома ҫитме пулатчӗ! — тесе шухӑшларӗ Мересьев. Сылтӑмран инҫетре калаҫнӑ сасӑсем, кулни те такам юрлани аран-аран илтӗнчӗ. Тепӗр кунхине эпир Бэлӑна крепоҫ тулашне, ҫырма хӗррине, хӑй юлашки хут ларнӑ тӗлех пытартӑмӑр; халӗ унӑн тӑпри тавра шурӑ акацисемпе бузина тӗмисем ӳссе тулнӑ ӗнтӗ. Чылай ҫӗрле пулсан, Серёжа Устиновича станцие ӑсатса ячӗ. — Ҫаплах, ара… ҫак чӗрчун ҫинче Хӗвеланӑҫ Африкӑра кӑна пурӑнакан хурт-кӑпшанкӑ тупӑнӗ тесе шаннӑччӗ… шутланӑччӗ эпӗ… Ирхи апат вӑхӑтӗнче тапранса кайнӑ сцена хыҫҫӑн ҫав кун часах ҫитнӗ. Эпир пӗр-пӗр кӳршӗпе ҫапӑҫма тытӑнсан татахчӗ хуть, — ун чухне вӑл пуҫне тӑратма пултарӗччӗ, анчах халӗ эпӗ вӑл апла хӑтланнине шанмастӑп. — Каяр, — акӑ кунта, — терӗ ӑна Марья Николаевна, сарнӑ зонтикне хулпуҫҫийӗ урлӑ хурса. Сассине хӑпартмасӑрах, вӑл паттӑррӑн команда пачӗ: — Тӑрӑр! Пуринчен малтан эпӗ хамӑр лаша тесе чӗнекен пирӗн гуигнгнмсем чи илемлӗ те хисеплӗ тата ӑслӑ чӗрчунсем пулни ҫинче нумай чарӑнса тӑтӑм. Вӗсем вӑйлӑ та хытӑ чупма пултарнипе уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӗсен хуҫисем пуян та ятлӑ ҫынсем пулсан, вӗсене ҫав тери хисеплесе тытса усраҫҫӗ, вӗсем пирки яланах тимлӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакнашкал хуҫасем патӗнче вӗсен нумай ӗҫлемелле те пулмасть: вӗсен пӗр-пӗринпе ӑмӑртса чупмалла, илемлӗ урапасене туртса ҫӳремелле тата тӗрлӗ вырӑнсене кӑна каймалла пулать. Анчах вӗсем ватӑлса вӑйсӑрлансанах вӗсене ют ҫынсене сутса яраҫҫӗ, ҫӗнӗ хуҫисем вара вӗсене ураран ӳкичченех тӗрлӗ йывӑр та таса мар ӗҫсем тутарттараҫҫӗ. Вилнӗ хыҫҫӑн вӗсен тирӗсене сӳсе илсе йӳнӗ хакпах сутса яраҫҫӗ, тушкисене вара йытӑсемпе тискер кайӑксене пӑрахса параҫҫӗ. Юрӑсемпе интересленнӗ май, вӑл историнчи геройсемпе, вӗсен кун-ҫул шӑпипе, ҫӗршывӑн кун-ҫулӗпе паллашрӗ. Вӑл часрах лаша хыҫҫӑн чупа пуҫланӑ, анчах юр пит тарӑн пулнӑ, тӑлӑпӗсем те йывӑр пулнӑ, урисем чӗркуҫҫи таран ытла юр ӑшне пута-пута ларнӑ; вӑл пӗр 20 утӑмран ытла тӑвайман, хашка пуҫласа чарӑнса тӑнӑ. Ҫакна эсӗ хӑвах питӗ лайӑх пӗлетӗн! Малта — ҫӑмӗсене арӑсланӑнни евӗрлӗ касса янӑ Арто ятлӑ шурӑ йытӑ хӗрлӗ чӗлхине усса чупать. Уя кайма вара нимле сӑлтав та ҫук манӑн, Давыдов. — Эсир час пыманшӑн аҫу пӑшӑрханать пулӗ ӗнтӗ. Ч-чурасем, турра мухтӑр! — О, Елена! — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Эпӗ сан ҫине пӑхма хӑяймастӑп. Ҫак хӑрушӑ инкек Гленарванпа унӑн юлташӗсем ҫине вӗсем шӑп кӑна Окленда ҫитнӗ вӑхӑтра тӗшӗрӗлсе анчӗ. Сире ун пек шухӑшпа пурӑнмашкӑн йывӑр пулнӑ пулӗччӗ. Король тухса кайсан, виҫӗ кунтанах вӗсем хула хапхисене питӗрсе лартнӑ, губернаторне арестленӗ те, хулан тӑватӑ кӗтесӗнче те кӗске вӑхӑтрах тӑватӑ пысӑк башня туса лартнӑ, башньӑсен ҫӳлӗшӗ хула варринче ларакан гранитлӑ шӗвӗр ту ҫӳлӗшех пулнӑ. Эпир, Давыдовпа иксӗмӗр. — Мӗнле аван пулнӑ пулӗччӗ, Дик! — сас пачӗ ҫакна илтсен Уэлдон миссис. Унтан вӑрҫӑ ӗҫӗнче пиҫсе ӑсланнӑ аслӑ ҫарпуҫне (ман хута питех те кӗрекен тусӑма) ҫарсене тачӑ ретсемпе — ҫуран ҫарне ретре ҫирӗм тӑватшар ҫыннӑн, утлӑ ҫарне вунултшар ҫыннӑн тӑратса, параппансем ҫапса, ялавсене сарса вӗлкӗштерсе тата сӑннисене ҫӳлелле тӑратса церемониальнӑй маршпа ман ура хушшипе кӑларма хушрӗ. — Ха! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл, кӗрленине кӑшкӑрса путарма тӑрӑшса. Пӳлӗме кӗрсен, вӑл туйипе урайне мӗнпур вӑйран таклаттарчӗ те, куҫхаршисене чалӑштарса, ҫӑварне карса пӑрахса, тӗлӗнмелле хӑрушла кулӑпа ахӑлтатма пуҫларӗ. Сасартӑк вӑл кӑшкӑрса ячӗ: — А-а, тинех! Ҫав ҫулсенче ярмӑнкӑри казеннӑй ҫуртсем суту-илӳ тӑвакансен аллине каятчӗҫ; суту-илӳ тумалли ӗретсене хыпаланса урӑхлатса пыратчӗҫ, ман хуҫа лавкасене юсама тата ҫӗннисем лартма подрядсем илетчӗ. — Мухтав турра — пуринчен те аван. Кӑнтӑрлапа Ерофей Кузьмич темиҫе михӗ вӑрлӑх турттарса килчӗ. Ҫак хӑйне евӗрлӗ «нӳхреп» — сарлакӑшӗ ҫӗр фут пулать; ҫӗрне темӗнпе чакаласа пӗтернӗ. Майор статьяна хӑвӑрт кӑна пӑхса тухрӗ. Кириллсем — иккӗ пулнӑ, иккӗшӗ те — епископсем; пӗри — Александрийӑри тепӗри — Ирусалимри. Ашшӗ вилнӗ. Кондрат ҫитӗнсе ҫитрӗ те 1920 ҫулта совет влаҫне, ҫав Иваново-Вознесенскри пир-авӑрҫӑсен влаҫне хӳтӗлерӗ, фабрикантсемпе вӗсен киревсӗр йыттисене, шурӑ поляксемпе врангелевецсене касса-тураса ҫӳрерӗ. Ку хутӗнче те Нагульновӑн пӗр-пӗр бригадӑра пулмаллах ӗнтӗ, анчах Давыдов юлташӗн чӗри вырӑнта маррине ӑнланчӗ те ҫапла каларӗ: — Мӗнех вара, юлах эппин, Макар, киле. — «Ачашлӑп, хӗрӗм, халичченхинчен те хытӑрах чӗрем ҫумне пӑчӑртаса ыталӑп! Ачашлӑп, хӗрӗм; хальхинчен те хитре хӑлха алкисемпе тенкӗсем илсе парӑп!» Сотник хайхи ҫамрӑк арӑмне хӑйӗн ҫӗнӗ пӳртне илсе килет. Попова Петрпа сахал, хӑй Ильяна кӑлӑхах кӳрентерни ҫинчен шухӑшланӑ чух унпа калаҫнӑ пек калаҫнӑ. Пӗви хура, лӑпкӑ, кимми вара сарӑ ҫулҫӑсемпе илемлетнӗ хура шыв ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ пек курӑнать. Сирӗншӗн эпӗ арӑмлӑхпа аннелӗх тивӗҫӗсене мана-мана кайнӑ. Калӑпӑшӗпе, виҫипе те миллион кӑранташпа танлашакан пысӑк кӑранташ тӑвас пулсан, ҫав акӑш-макӑш пысӑк кӑранташ 18 метр тӑршшӗ пулнӑ пулӗччӗ, ҫичӗ тонна туртӗччӗ. — Калӑр-ха, мӗн ятлӑ эсир? Барыня — вӑл тӗрӗссипе калас ҫук, ку уншӑн сиенлӗ. Эпӗ ӑна хисеплетӗп, мӗн каламалли пур! — Ҫук, Суламифь, юратура юрату ҫеҫ пулӑшать. Тахҫанхи ӗмӗрсен эпохинче асӑннӑ утрав ҫӗр айӗнчи вӑйсен хӑвачӗпе Лӑпкӑ океан варринче ҫӗкленнӗ. Хӗрӳ ӳссе пынипе чулсем шӑранаҫҫӗ, шывсем ҫӗр чӑмӑрӗ тавра юхса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем вӗресе пӑсланаҫҫӗ; ҫӗр йӗри-тавра пӑс ҫавӑрӑнать, ҫӗр хӑй те газа ҫавӑрӑнса, хӗвел пекех пысӑкланса ҫутатакан пулса тӑрать. Минтер ҫинче — арпашӑнчӑк, тӗксӗм ҫӳҫ. Утиял айӗнче чӗр куҫҫисем ҫӗкленнӗ. Унӑн ӑвӑсран шӑратса тунӑ пек сарӑхса ларнӑ сарлака питӗнче нимӗнле пурнӑҫ палли те ҫук. — Малтан хӑрушӑ, кайран хӑнӑхса ҫитетӗн те аптӑрамасть. Анчах мана мӗншӗн вӗлермелле? Тиаккӑн та, тухтӑр та, Стоян пиччӗшӗ те тата ытти ҫывӑх ҫынсем те, тӗрмери шанчӑклӑ тусӗсем те ун асне килчӗҫ; хуйхӑпа ӑвӑнса ҫитекен Рада та асӗнчех, ҫӗнтернипе хавасланакан тӑшманӗсене те курнӑ пек пулчӗ вӑл. — Ку хушӑра вӑл Марья Ивановнӑна хӑй арӑмӗ тӑвать вӗт!.. Ҫакӑнта вара кайран Тубянскири казаксем тахҫанчченех асӑна-асӑна калаҫса пурӑннӑ мыскара пулса иртет: шӑп та шай ҫав вырӑнта Щукарь нихӑҫан курман намӑс курать, ун ҫинчен тухнӑ халап халӑх хушшинче паян кунччен те ҫӳрет, ахӑртнех, малашнехи ӑрӑва та куҫса юлать пулӗ… Вӑхӑт ҫитет! Ахаллӗн, тен, вӑл тавӑрма шухӑшласа хуни май килменнине курӗ те вара кунта укҫа патне персе те ҫитӗ. — Ку япала йӑлтах ман пуҫӑмран тухса ӳкнӗ пулнӑ! Тем те курса асаплантӑм, анчах Катьӑна курасси ҫинчен каламастӑп ӗнтӗ, пӗр-пӗринпе чӗрӗ иккенне пӗлсен те мана тем пек ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ! Эпӗ — чи лайӑх вӗренекен… — Чаплӑ-ҫке санӑн лашу! — тет Азамат, — енчен эпӗ килте хам хуҫа пулсан, виҫ ҫӗр лаша таран кӗтӳ тытсассӑн, сан урхамахушӑн ҫур кӗтӗвӗме панӑ пулӑттӑм, Казбич! Сирӗн килесех те килмен. Санӑн килти пурнӑҫ начарланма пултарать-ҫке, эсӗ… — Начарланма? Ытти хваттерсенче те чупкаланисем, алӑксене шалтлаттарнисем илтӗнетчӗ; тахӑшӗ лашана ҫавӑтса килкарти тӑрӑх чупкалатчӗ. Хӑйне хӑй шаннӑскер, тӑшман ҫӗр ҫине епле тӑрӑнасса та пӑхмарӗ вӑл. Вӑл каллех стена енне йывӑррӑн ҫавӑрӑнчӗ. Василий Иванович кабинетран тухрӗ те арӑмӗ ҫывӑракан пӳлӗме ҫитсе, тӳрех турӑшсем умне чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Хӑлха питӗ хытӑ ыратрӗ пулин те йӗмерӗм, пачах урӑхла, манра ырӑ туйӑм вӑранчӗ. Пур ӗҫре те примерлӑ пулас тесе, хӑйне хӑй нихҫан та хистемен вӑл, апла тума кирлӗ те пулман, — унӑн хӑйӗн йӑли ҫавӑн пек пулнӑ, мӗн тума кирли хӑйӑссӗнех пулса пынӑ. Ку ӗнтӗ вунӑ минут хушшинче ишсе иртмелли хӑйӑр тӑрӑхӗ мар. Епле киревсӗр! Анчах сахӑр савӑчӗ Сидӑн пӳрнисем хушшинчен шуса тухрӗ те урайне ӳксе чӑнкӑрах ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ. Уҫланкӑсенче эпӗ темӗн чухлӗ хӗрлӗ кӑшман йышши тата вӗсене валли тӗрлӗ курӑксем пуррине те асӑрхарӑм, ку апата ҫӗр историнчи кавлекен пур чӗрчунсем те пит юратса ҫинӗ пулӗччӗҫ. Ман чӗрене питӗрсе лартнӑ та, ӗҫӗ те пӗтнӗ. — Тусӑм! Анчах ҫак юрлакан мӗлке юмахри пек куҫран ҫухалас вырӑнне хӑраса кӑшкӑрса, ячӗ. Тискер ҫутҫанталӑкра пурӑнса, пиҫӗхсе ҫитнӗскер, ҫав ӑслӑ учитель вӗрентнине туса пыраканскер, Зеб Стумп ҫапах та, вӑл тӗлӗнмелле пулин те, хӑш-пӗр тӗшмӗшсенчен хӑтӑлайман. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:— Юрать. Эпӗ пӗр уйӑхлӑха тӑлӑх арӑм Дуглас патне таврӑнатӑп та хӑнӑхма тӑрӑшатӑп. Анчах эсӗ мана шайккӑна ил ӗнтӗ Том. Эпӗ вӗсен вырӑнӗнче пулсан, тӳрех ӗҫе тытӑннӑ пулӑттӑм. Синьора Болла ыйтнипе килӗшсе, эпӗ хам памфлетӑн чӗлхине ҫемҫетрӗм, анчах, ун вырӑнне М-монтанелли килсен, мана унтан хамӑн чунӑм киленичченех кулма ирӗк илсеттӗм. — Э? — вӑранса кайса, именнӗ пек йӑл кулатчӗ вӑл. Хӗвеланӑҫ енче ытармалла мар чипер Рибарцӑ тем пысӑкӑш ҫавра тӳпипе пӗлӗтелле кармашать, ун тавра лутрарах тӑрӑсем курӑнаҫҫӗ. Тӳпене вара мӑкӑрланса тӑран тӗтӗм евӗрлӗ кӑтра пӗлӗт хупӑрласа илнӗ. Эсир мӗн ӗҫпе кайнине пӗлместӗп, анчах унталла каҫма ҫав тери хӑрушӑ, ӗҫ хӑвӑршӑн чи хаклӑ япала пирки пулсан… — Шӑпах ҫавӑн ҫинчен, — пӳлчӗ ӑна палламан ҫын. — Ҫук. Пӗтӗмпе тытса хуҫайман, уйрӑмӑн часах хуҫнӑ. Макаркӑ Нагульнов сана темле кирлӗ мар кӗнекесем вулама вӗрентнӗ те, эсӗ, ухмах, савӑнатӑн! Прери тӑрӑх аллӑ юланут, военнӑйсемпе штатскисем, вӗҫтерсе пыраҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле Зеб Стумп та. — Пӗлетӗн-и, — пуҫларӗ вӑл тунсӑхлӑн, — ҫак ҫутӑ тӗнчере ҫулсем иртнӗҫем япӑхрах та япӑхрах пулса пырать тесе, стариксем тӗрӗсех каланӑн туйӑнать мана хӑш чухне. Темле, пӗлсе пӗтермелле мар, уҫӑмсӑр канӑҫсӑрлӑх ҫавӑрса илчӗ мана. Лаши вара, темле тискеррӗн кӗҫӗнсе, отряд патӗнчен сиккипе аяккалла вӗҫтернӗ. Тӳпене пӗлӗтсем карса илчӗҫ, пӗр чарӑнми шалкӑм ҫумӑр Казонде таврашне йӑлт шыв айне турӗ. Юри тӑватчӗ-ши вӑл, е унӑн та ырататчӗ-ши? — Ах, батюшка! Эпир те пӗтӗм таврана чӗнес тесеттӗмӗр те, Владимир Андреевич ун пек тӑвасшӑн пулмарӗ. Анчах та пуппа тиечук чиркӳ тӑрӑх шурӑ ризӑсемпе ҫӳресе:Христос вилемӗнчен чӗрӗлнӗ… — тесе юрлаҫҫӗ пек. Вӑл, темиҫе хутчен йӗкӗр сальтомортале туса илсе, хӑйӗн юлашки номерне туса кӑтартрӗ, вара ытти чечек чӳлмекӗсене пурне те хӑйӗн хыҫҫӑн ӳкерсе, уҫӑ чӳрече витӗр тухса тарчӗ. Тепрехинче эпир хамӑр шлюпкӑна вӗҫен кайӑксен пасарне ертсе пытӑмӑр. Ҫынна палласа илмешкӗн хушши ытла та инҫе, ӑраснах тата вӑл курӑнманпа пӗрех чухне паллама хӗн. — Тен, эсӗ, Катюша, кӑмӑлна йывӑр илтӗн пулӗ, — каллех пуҫласа ячӗ вӑл. Юлашки доллара та пӗтернӗ, выҫӑ ларакан юлашки патриот та юлашки пусне панӑ, калама ҫук аслӑ ӗҫ тараса ҫинче шанчӑксӑррӑн силленсе тӑнӑ. — Халь мана чылай лайӑх, эпӗ сывӑ пекех ӗнтӗ. Старик вӑлта йӗппи ҫине сурчӗ те шывалла ывӑтса ячӗ. — Ку пурте тӗрӗс, — терӗ Том Аустин. — Апла пулин те пирӗн шыравсен усси пулмарӗ. Эсӗ мана шайккӑран хӑваласа кӑларас ҫук, — чӑнах вӗт, Том? Разметнов сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗреймерӗ: урса кайнӑ карчӑк, кушак аҫине ӗнсе чиккинчен ярса тытса, арҫынла сулса ячӗ. Нимӗнле директивӑсем те ҫук-и? — теме хӑнӑхнӑччӗ. Хут купӑс хуҫи, купӑс вӗркӗчин хутламӗсем хушшине кӗрсе тулнӑ юра кӑмӑлсӑррӑн вӗрсе тасатрӗ те, «чикан кӗввине» хӑюсӑртараххӑн калама тапратрӗ. Вӑл чӗптӗм чӗпӗтнӗ пек тытнӑ пӳрнисене тата пӳрнесем хушшинчи кӗмӗл укҫана ман паталла кӑнтарчӗ, — ҫав сивӗ япалана илме намӑс пулчӗ, анчах илес марччӗ те, ун пек тума хӑяймарӑм эпӗ, тухса кайнӑ чухне вара ӑна пусма карлӑкӗн тункати тӑррине хурса хӑвартӑм. Каҫсерен садра, шӑп алӑк умӗнче, «максим» пулемёт хӑйӗн приемникне шӑвӑнса кӗрекен лентипе тӑрать. — Тӗнӗл… Эпир малтан тӳп-тӳрӗ пытӑмӑр, анчах икӗ-виҫӗ утӑм кайсан сасартӑк пирӗн ҫул ҫинче темӗн пысӑкӑш чул купи капланса тӑчӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе, хутор ҫине ним сас-чӳ илтӗнми шӑплӑх ансан, Ҫӑрттан мучипе иккӗшӗ малтанхи автансем авӑтнине чаплӑн итлерӗҫ, вӗсен юррипе кашни хӑй пӗлнӗ пек хытӑ хӗпӗртерӗ. Сыснасем апата йӗрӗнмелле ҫинине тата вӗсем пылчӑк ҫинче йӑваланса ҫывӑрнине курнӑ пулсан, его милость, ахӑртнех, манпа килӗшнӗ пулӗччӗ. Вӑл ним тума аптӑрарӗ. Шульгович хӑй курӑнмастчӗ. — Мӗн тумламӗ патне? — пӳлчӗ Евдоксия. — Халех кордона кайӑр, эпӗ хуралласа ларӑп. Вӗсем иккӗшӗ те хӑраса кайнӑччӗ. Вӑл, алӑкран пӑхса, ҫав витене кӗчӗ, тӗттӗм кӗтесре киҫак ҫине ларчӗ. — Ҫук, тусам, шумасть. — Ӗнер каҫхине те пирӗнпеччӗ вӑл, ҫӗрле вара кайнӑ, тен, юханшыв ҫумӗпе ҫӳлелле хӑпарчӗ пуль. — Икӗ батарея. — Ну, мӗшӗлтетме кирлӗ мар. — Ман кӗпене эсӗ илсе килтӗн-и? Нервӑсем ман вырӑна ларсах ҫитеймен пулнӑ-ха, ҫавӑнпа, Олеҫҫӑн сӑнӗпе сассине асра йыхӑрма тытӑнсан, кашнинчех, кӑмӑл ачашшӑн ҫемҫелсе килет те, эпӗ вара йӗрсе ярас патнех ҫитетӗп. Типӗ сывлӑшра ерӗм, вырнӑ ыраш, хуратул шӑрши сисӗнет. Каҫ пуласси пӗр сехет анчах юлнӑ пулсан та, ҫӳҫентерекен нӳрлӗ сывлӑш пӗртте туйӑнмасть. — Кам сирӗн тӑванӑрсем? — терӗ тухтӑр. — Е ӗнтӗ, ан кайӑрах ӗнтӗ, темскер курса тӑрас пур, вӗҫӗмсӗрех етресем ӳксе тӑраҫҫӗ, ан кайӑрах ӗнтӗ, — макӑрас пек йӑлана пуҫларӗ вӑл Володяна. — Тӑм ҫӑрма икӗ лаша, ача-пӑча кирлӗ. — Пулчӗ, сэр, — терӗ помощник, нимне мая килмен япалана кӑтартса. Ӑна вӑл акула хырӑмӗнчен аран-аран туртса кӑларчӗ. — Пит аван, — терӗ Гленарван. — Точкӑсем лартма тӑхта-ха эсӗ! — йӑлӑнса ыйтрӗ именнипе хӗрелсе кайнӑ Давыдов. Анчах часах унӑн пӗчӗк хӗрлӗ куҫӗсем ҫилленсе йӑлтӑртатма пуҫларӗҫ, вара вӑл Вятка тӑрӑхӗнчи пек чакакла васкаса калама тапратрӗ: — Мӗн куҫ-пуҫсене чарса пӑрахрӑр? — Калатӑп вӗт — юрамасть тесе! Эсир мана курасшӑн пулнӑ тесенех, эпӗ кунта килтӗм те хамӑн шухӑшсене пӗтӗмпех сире шанса каласа патӑм. Андрей ҫунӑк шӑрши кӗрекен типӗ курӑкран аллипе тыткалама пуҫларӗ. Эй, турӑ, каҫарсам ман пысӑк ҫылӑхӑма! Анчах та унта хатӗрленеҫҫӗ-мӗн, хӗрачасем мана унтан та хӑваласа кӑларчӗҫ. Кӑнтӑрлахи тата каҫхи апатсем ҫинӗ чухне вӑл сӑмаха физика, геологи е хими ҫине пӑрса яма тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен ытти ыйтусем тата хуҫалӑх ыйтӑвӗ те (политика ҫинчен каламалли те ҫук) хирӗҫӳсем патнех мар пулсан та, пӗр-пӗринпе кӑмӑлсӑр пуласси патне илсе пыма пултарнӑ. Вӑл ытла та уҫӑ кӑмӑлпа сӗнни пулать, шӳт тунӑ пек ҫеҫ туйӑнать. Ҫавӑнтах каҫхи хурал шуйхана пуҫларӗ, пӑшал тытни илтӗнчӗ, такам пӗри тӗрӗкле: «Чар!» тесе кӑшкӑрса та ячӗ. Тепӗр сехетрен Санин патне каллех кельнер кӗчӗ те ӑна варланса пӗтнӗ, кивӗ визитнӑй карточка тыттарчӗ; карточка ҫине: Панталеоне Чиппатола, Варезран, его королевски Высочествин Моденский герцогӑн килти юрӑҫи, — (саntante de camera) тесе ҫырнӑ пулнӑ, — кельнер хыҫҫӑн Панталеоне хӑй те кӗрсе тӑчӗ. Ун пурнӑҫӗн историйӗ те епле хӑрушла! — Эх, эсӗ те ҫав! — ачашшӑн пӑхса ӑсатрӗ ӑна амӑшӗ, хӑй ӑшӗнче ҫав вӑхӑтрах ӑна каҫаранҫи пулса: — Ача-ха! — терӗ. — Кайма пулать те-ха. — Апла пултӑр, — терӗ капитан, ҫилӗ килнипе кӑвакарса кайса, анчах ҫапах та хӑйне хӑй чарса. Лашине тата хытӑрах шпорӑсемпе тӗртсе илсе, вӑл та уҫланкӑна пырса кӗнӗ. Тепӗр тесен, пӗрремӗш этажа яр. — Пирӗнтен укҫана туртса илме-и! Никам та ответ памарӗ, пӗр Нина Капитоновна ҫеҫ кӑштах пуҫне суланҫи пулчӗ. Унтан вӗсем укҫа хутаҫҫине ҫемҫе тӳшек айӗнчи улӑм тӳшек ӑшне чиксе хучӗҫ; питӗ шала тӗртсе кӗртрӗҫ те: «Халӗ ӗнтӗ шанчӑклӑ», — терӗҫ, мӗншӗн тесен негр хӗрарӑмӗ ҫемҫе тӳшекне кӑна кӑпкалатать-мӗн, улӑм тӳшекне ҫулталӑкра та пӗр-ик хут ҫеҫ ҫавӑркаласа хурать, ҫавӑнпа укҫа тӗплӗ вырӑнта, ӑна никам та вӑрламасть. Анчах занятисенче майор хавасланчӗ, яланах вашават пулчӗ, ответсене пӗлсе пачӗ. Ӑна кичем пулчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑ та лӑпкӑ пулса тӑчӗ ун чӗринче. Пӗр темскерле сӗрлекен сасӑ ҫеҫ сад тӑрӑх сарӑлать: «Жжу… жжу… жжу…» Ӑна унӑн хурчканни пек куҫӗсем, ялан сиккелекен ҫӳлти тути айӗнче йӑлтӑртатакан ылтӑн шӑлӗ, ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ кӑвакрах мӑйӑхӗсем, ҫӑмӑл сухалӗ, ҫатӑрах тытса лартма пултаракан кайӑкла пӳрнисем тарӑхтарчӗҫ, пуринчен ытла яланах сывлӑшра мӗн те пулин кукӑрткаласа ӳкерсе кӑтартакан сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрни кӑмӑла каймарӗ. Вӑл мана паллаймарӗ, ку вара мана савӑнтарчӗ. Хӗр ҫӗрелле пӑхрӗ. Вӑл эпир туслӑ пурӑннине ырлатчӗ. — Бей-эфенди, — ӑнлантарчӗ ӑна Дамянчо, — пьесӑна кӑсӑкрах пултӑр тесе, ӑна ҫапла ҫырнӑ-ҫке. Унӑн ҫемҫе шӑрчӗ ҫинче «Савелова грива» текен хыр чӑтлӑхӗ хура чатӑр пек, пит ҫӳлелле хӑпарса тӑрать. Чех татах темӗн каласшӑнччӗ, анчах лешсем патне виҫҫӗн пырса тӑнине курсан, чарӑнчӗ. Хӑшпӗр япалисем ҫинче ҫавра пичет пуррине те уйӑрса илме пулать-ха, унта «Зверобойная шхуна «Св. Мария» тенӗ, е «Св. Мария» тесе ҫеҫ ҫырса хунӑ. Эпӗ ҫав сивӗ сасса, вӑрӑм та хытанкка пӳрнесене, куҫлӑх тытнӑ пӳрнесене аса илсе ҫиме чарӑнса шӑла ҫыртрӑм. — Эпир ҫавна тӑвас тетпӗр те, — тенӗ хаяр сасӑ. Ҫӗнӗ уйӑха сулахай хулпуҫҫи урлӑ курни ҫӗлен тирне тӗкӗннинчен ҫӗр хут лайӑхрах», — тет вӑл. Джемма куҫхаршисене ҫӗклерӗ. — Шӳтлеме шутламастӑп та. — Вера, юрла-ха лешне, — пӗлетӗн-и? Тӗлӗкри пекех. Грант капитанпа унӑн тусӗсене вӑл вилнӗ тесех шутлать тейӗн. Ҫитменнине тата леш Лушка Нагульнова, ялан ун ҫинчен шутлани, шухӑш вӗҫни… Княжна юлашки стаканне ӗҫсе янӑ пулас та, ҫӑл патӗнче шухӑша кайса, уткаласа ҫӳрет. Эпӗ вара килте юларах параттӑм. — Перевалӑн тепӗр енче эпир сукмак шыраса тупатпӑр, хам ҫине шанӑр, эпӗ сире сӑртсем ҫинчен Кордильер тӑвӗсенче ертсе ҫӳрекенсенчен пӗрре те начар мар илсе антарӑп. Вӑл ҫын вӗлерни ҫинчен тата ытти ҫавӑн пек япала ҫинчен калаҫӗ. Пӗрхӗнтерсе йӑсӑрланать иҫӗм чечекӗн аромачӗ. Ҫав вӑхӑтра кабинет алӑкне шаккамасӑрах уҫрӗҫ те, шурӑ официант куртки тата ҫемҫе кӗҫҫе туфли тӑхӑннӑ, типшӗм те пысӑках мар хӗрарӑм подноспа пӗр стакан чей тата пӗчӗк турилккепе ҫӑмарта порошокӗнчен пӗҫернӗ омлет йӑтса кӗчӗ. — Пӗр шлюпка ҫеҫ тапранать, сэр, — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ. Эпӗ ӑшра шухӑшлатӑп, Джим пӗрмаях хыттӑн калаҫать. — Вӑл чӗрӗ-и? Карчӑкӗ хӑйне Марья Васильевна чӗнсе пӗтӗмпех каласа парасса кӗтетчӗ пулмалла, Кораблев ӑна качча илес пирки мӗн каланине, хӑй мӗншӗн килӗшменнине каласа парӗ тетчӗ пуль вӑл. Шӑлнӗн сасартӑк куҫӗсем шывланчӗҫ, вӑл вара, куҫҫулне кӑтартас мар тесе, урӑх еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. — Ҫулӗ ҫӑмӑл та калама ҫук ырӑ пулать, — терӗ Паганель. Юлашки шухӑш тӗрӗсрех пулма пултарнӑ. Ҫак хӑрушӑ туйӑма эпӗ астӑватӑп, ҫавӑнпа та иккӗленмесӗрех калама пултаратӑп, калама ҫеҫ мар, тӗтреллӗн астӑватӑп та: кинжала чиксе янӑ-яманах хам мӗн туса хунине тӳрлетес, чарӑнас тесе, эпӗ ӑна тӳрех каялла туртса кӑлартӑм. — Эсӗ ӑҫта каясшӑн? Патошкин Фёдора тӗме витӗр чавса тухма икӗ эрнерен кая мар ӗҫлемелле пуласси ҫинчен хуллен те ӗнентерӳллӗ каласа тӑрать. Хамӑн пӗлӳсемпе сӑнавсене пула, эпӗ ӑс-хакӑлпа пӗлӳ тӗлӗшӗнчен пӗртен-пӗр ӑслӑ ҫын пулса, хамӑн халӑха унӑн пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулса пынисем ҫинчен тӗрӗс каласа панӑ пулӑттӑм. Хӑрарӑм-и? — вӑл кӑшт чарӑнсарах тӑчӗ. Халӗ ӑна киле таврӑнас шухӑш канӑҫ памасть. Эпӗ хуҫана калатӑп, ҫывӑрма та памасть… — тетчӗ. Ҫитменнине тата вӑл, ҫав хӗрарӑма телейлӗ тӑвас тесе, хӑй ӗмӗтне татса пӑхрӗ те ӗнтӗ, ку ӑна калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ. Анчах ҫапах та тӗп сӑлтавӗ ҫакӑ: вӑл Марьянкӑран темшӗн хӑрарӗ, тен тусан та ӑна шӳтлӗ юрату сӑмахсем калайман пулӗччӗ. Ҫил чарӑнчӗ. — Тоня хӑнасене пӳлӗме чӗн, сире чей кӗтет, — чӗнчӗ балкон ҫинче тӑракан Тоньӑн амӑшӗ. Вӑл ӑнланчӗ мана. Пӗр хушӑ Якова ӗҫсем, пӗтӗмӗшпе илсен, лайӑх пынӑ пек, вӑрҫӑ ҫынсене хӗстерсе лартнӑ пек, пурте шухӑшлӑрах лӑпкӑрах пулнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫеҫенхирӗ вил тӑпри таврашӗнче шухӑшлӑ, кичем, тунсӑхлӑ туйӑнать, курӑк та хуйхӑллӑ, шӑрчӑксем те асӑрханса кӑна чӗриклетеҫҫӗ пек… Малалла — тата пушшех пӗлмелле мар пуҫсӑр юланут курӑнма пуҫлани, индеецсем пек пулса ҫӳрекен шуранка питлисем ҫинчен сӑмах тухни, юлашкинчен тата хӑйӗн пӗлтерӗшӗпе мар, шучӗпе юлашки ҫӗнӗ хыпар тухни: Генри Пойндекстере вӗлернӗ тесе айӑпланакан ҫынна тытнӑ та, вӑл, ухмаха ерсе ашкӑнаканскер, халӗ гауптвахтӑра ларать тени. Португал чӗрӗ пулнин нимле палли те курӑнмарӗ: шӑпа усал айӑплӑ ҫынна хӑй тискер ӗҫ тунӑ ҫӗрте тавӑрчӗ тесе калама та пулать пуль. Анчах эсӗ кунта ларни тата вӗсем сан ҫинчен пурне те пӗлни нимӗне те юрӑхсӑр теме пулать. — Питӗ хавас эпӗ, эсир те кунтах иккен, капитан, — терӗ вӑл штаб-офицер шинельне тӑхӑнса янӑ пысӑк уссиллӗ офицере курса. Эпир мӗн курни ҫинчен ӑна ним те ан кала. — Наташа ҫак кунсенче ҫуратма тивӗҫ, — терӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа. Федорӑн шинель аркисем юр ҫинче кукӑр-макӑр йӗр тӗрлесе пыраҫҫӗ. — Пӗлме пултараймастӑп, — салхун, анчах хӑвӑрттӑн та ҫирӗппӗн тавӑрчӗ тутар. Арканнӑ карап Дик Сэнд ҫапла кӑшкӑрни пӗтӗм экипажа ура ҫине тӑратрӗ. Сутӑҫӑ ҫаннине тавӑрчӗ те, ҫара аллине тӑсса калама ҫук ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Вӗҫсӗрех тӳррӗн, тӳррӗн, тӳррӗн кайӑр… Тӑрӑшарах, тӑрӑшарах!.. — Вӑл ниҫта та пулса курман, — терӗ Черновицкий, Володя ҫинелле кӑтартса. Вӗсем, калаҫса хунӑ пекех, тепӗр кунне варринчи алӑк умӗнче тӗл пулчӗҫ те, Рита ӑна хут чӗркемӗ тата ҫыпӑҫтарса хунӑ ҫыру тыттарчӗ. Театра кайнӑ чухне амӑшӗнчен те вӑрах тумланать, тесе кулаймӗ. — Ҫук, кайрӗ. Кун пирки иккӗленсе тӑмалли пур-и вара? Рада пульӑ пырса ӳкес ҫӗртех выртать. Эх, тӗл переҫҫӗ те вара чеченецсем тӗрев ҫинчен! — Вӑл хатӗр, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, хам ура ҫинче те аран тӑратӑп. Вӑл хушнисене пурне те питӗ хӑвӑрт турӗҫ, вара каллех Петр Никита патне пычӗ те:— Каҫар пире. — Пӑх-ха эсӗ! — Капӑрланса лартнӑ та, тем пекех чаплӑ кайӑк тесе шухӑшлатӑн пулӗ ӗнтӗ хӑвна ху! Ҫакӑн ҫинчен вӑл Голышевпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах лешӗ паян питӗ ҫиленчӗк те кӑмӑлсӑр пулнӑ пирки, вӑл ун ҫине хӑравҫӑллӑн пӑхса илчӗ те ҫавӑнтах тепӗр енне ҫаврӑнса тӑчӗ. Квартал надзирателӗ ку вӑхӑтра картинӑсемпе этюдсене пӑхса ҫӳрерӗ, вӑл хӑйӗн чӗри хуҫа чӗринчен сисӗмлӗреххине, картинӑсене те пӑртак ӑнланнине палӑртрӗ. — Каях, Женя, ан кансӗрле. Мана вутӑ хутакана куҫарчӗҫ… Кунсӑр пуҫне тата, ачам, сирӗн пушӑ вӑхӑт пулсанах, ман патӑма кӗрсе тухӑр. Оленин унран ӗҫ мӗнре пулни ҫинчен аран-аран ыйтса пӗлкелерӗ. Эпӗ хӗрелсе кайрӑм, пӑшала ҫӗртен илтӗм те, хыҫӑмра хӗр янравлӑ, кӑмӑллӑн кулнине илтсе, хам пӳлӗме тартӑм — вырӑн ҫине ӳкрӗм те питӗме алӑпа хупларӑм. Эпӗ кӑна акӑ мӗн пирки калатӑп: пирӗн ҫав суха туса акмалли культурӑсем валли уйӑрса хунӑ икҫӗр теҫеттин ҫӗртен ҫуррине херсонла ҫӗртме туса хӑвармалла. Эпӗ уйрӑмах ӑна час-часах чӑтма ҫук курайми пулса ҫитеттӗм! Кӗрхи вӑхӑтчӗ. Тӗрлӗрен ҫынсем пур-ҫке, хӑшӗсем акӑ нимӗнсӗрех эрешменсемпе таракансенчен, шӑшисенчен хӑраҫҫӗ, тӳррипех калас-ши, эпӗ ача чухнех пӗр карчӑк ман пирки аннене юмӑҫ ярса панӑ; хаяр арӑмӗнчен вилмелле, тенӗ вӑл ман пирки; ку мана ун чухнех ытла тӗлӗнтернӗ: авланасси ҫине ҫав тери йӗрӗнсе пӑхакан пултӑм… анчах вӑл калани мана тӗрӗсе килес пек туйӑнать; ҫапах та эпе май килнӗ таран ҫавӑ каярах килтӗрччӗ тесе тӑрӑшӑп-ха. Амӑшӗпе Эвелина гостинӑйра Макҫӑмпа тем пирки тавлашнине те илтет вӑл уҫӑ чӳречесем витӗр. Унпа пӗрле пӗтӗм экипажӗ те путрӗ. Вӑл Марьянкӑна ӗлӗкхинчен те ытларах юратрӗ, анчах та лешӗ хӑйне нихҫан та юратас ҫуккине халь лайӑх пӗлсе тӑчӗ. Григорий Александрович чеченецран та кая мар кӑшкӑрса ячӗ; унтан пӑшалне тытрӗ те унталла сиктерчӗ; эпӗ ун хыҫҫӑн. Сарайӑн мӑкланса кӗҫеленнӗ тӑрри йӑлтах шӑтса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксенчен темӗнле ҫинҫешке кантрасем карӑнса тухаҫҫӗ те йывӑҫ ҫулҫисен хушшине кӗрсе ҫухалаҫҫӗ. Сана ирӗке кӑларнӑ кун санпа курнӑҫма пултарайманшӑн эпӗ ытла та кулянатӑп. Мана вилекен ҫын патне чӗнчӗҫ. Тарӑхса ҫитнӗ Сергей старике пӗчӗк ачана кӑшкӑрнӑ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Ҫитӗ ӗнтӗ, старик, ухмаха пеме! Амӑшӗ ун патне пырса юнашар ларчӗ те, ывӑлне ыталаса, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкри ҫинелле хума пикенчӗ. Армени пахчаҫӗсем хӑйсен Римри юлташӗсене йывӑҫран ҫын кӗлетки касса кӑларма вӗрентнӗ, вӗсене аскӑн шухӑш-кӑмӑллӑ хӗрсен сӑн-сӑпатне кӳме тӑрӑшнӑ. Ҫул ӗшентерчӗ. Хирӗҫӳ Мӑн пӳлӗмре пӗчӗк сӗтел хушшинче хӗрлӗ мӑйӑхлӑ, тулли кӗлеткеллӗ ҫӳле мар штатски господин тем ҫисе ларать. Петр ун майлӑ пулчӗ: — Санӑн пирӗнпе пурӑнас пулать. Эпӗ хурланса кайса:— Эпӗ вараланчӑкскер, ӑна йӑтнӑшӑн вӑл ман ҫине ҫиленет ӗнтӗ, ман алӑсем хӑрса каяҫҫӗ ӗнтӗ… — тесе шухӑшласа илтӗм. Ӗнтӗ тахҫантанпах эпӗ чӗрепе мар, пуҫпа кӑна пурӑнатӑп. — Лещенко штабс-капитан, эсир суян хӑйӑрттаратӑр! — Малалла! — терӗ пичче ун хыҫҫӑн. Ытла та ывӑннипе ман ҫывӑрас килчӗ. Кӑнтӑрти хӗвелпе хӗрелнӗ кӑтра ту тӑррине курсан, кӑвак пӗлӗте курсан е пӗр чул ту ҫинчен тепӗр чул ту ҫине сикекен юхан шыв сассине илтсен, эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен пӗтӗмпех манса каятӑп. Е эпӗ хӗвел ҫине типӗтме ҫакнӑ маттурсене сахал курнӑ-и? — кӑшкӑрса илчӗ Сильвер. Ку мана телей кӳмерӗ. Казаксем ним чӗнмесӗр е уттарса, е юрттаркаласа пычӗҫ; пӗр ҫак япала ҫеҫ ҫул ҫинче пынӑ чухнехи шӑплӑха тата хаваслӑха пӗр саманта пӑсса ячӗ. — Апла пулсан, ҫӳле-ҫӳле ҫӗкле мана! Ун хыҫӗнчен, ятлаҫу, ахӑру, вӑслатупа пӗрлех, чул катӑкӗсем те вирхӗннӗ. Суд шухӑшне полк командирӗ ҫирӗплетнӗ». «Суккӑр, эсӗ-и ку? — Флоринда! Ултӑ утӑмран тивертеймесӗр пеме йывӑр. Вара вӑл алса тулӗсем ӑшне хура тӑхлан татӑкӗсем ҫӗлесе лартрӗ те: «Халӗ ӗнтӗ мӑкшӑ пӗтет!» терӗ Ситанова мухтанса. — Ну юрӗ-ҫке, — тет Том, — кун пек чух ӑсра ҫеҫ шухӑшлани те, катмакпа усӑ курни те кирлӗ; урӑх чух эпӗ хам та хирӗҫленӗ пулӑттӑм, хама хам йӗркене пӑсма ирӗк памӑттӑм; юрать-тӗк — юрать, юрамасть-тӗк — юрамасть; енчен ҫын мӗнле тума юранине пӗлет пулсан, унӑн мӗнле май килчӗ ҫапла хӑтланма юрамасть. — Чарӑн, анкӑ-минкӗ йытӑ! — кӑшкӑрчӗ Тимур. — Ав мӗнле вӑл сан, — хреснашшӗ тухнӑ еннелле пуҫне сӗлтсе каланӑ Фома. — Мӑнаккӑра юратма ыйтатӑп, — терӗ Корнакова, Володьӑна ҫӳҫӗнчен чуптуса, – анчах эпӗ миҫе сыпӑк урлӑ тӑван пулнине мар, ырӑ кӑмӑллӑ ҫыхӑнусене шута илетӗп, — хушса хучӗ вӑл, кукамай еннелле ҫаврӑнса; анчах кукамай унпа ҫав-ҫавах кӑмӑлсӑр пулчӗ: — Э! Эпӗ карап пуҫӗ еннелле сиксе, алӑран румпеле вӗҫерсе ятӑм, румпель ҫавӑнтах каялла тӳрленсе тӑчӗ. Унтан вӑл ҫапла каларӗ: — Пуринчен малтан, Уэлдон миссис, пирӗн хамӑр ӑҫта лекнине пӗлес пулать. Енчен эсир киле вунпӗр сехетчен таврӑнатӑр пулсан, ҫак кантӑк ҫине ҫурта лартӑр, енчен ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ килместӗп пулсан, вара эпӗ ӑнӑҫлах кайнӑ пулать, хӑрушлӑхран хӑтӑлнӑ пулать. Эпӗ хурлантӑм, пӗчӗк закройщик арӑмне тата тепӗр хут курас килсе карӗ, — сана эпӗ пит тав тӑватӑп тесе калас килчӗ… Сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫӳллӗ кӗлетке, туя ҫине йывӑррӑн тайӑнса, алӑк патӗнчен извозчик патнелле утса кайнине Бажанова чӳречерен чылайччен пӑхса тӑчӗ. «Мӗн эп, суеҫӗ-им? Илӗртмелли япала. Ӗлӗкхи канӑҫсӑр кӳршӗ вырӑнне, — калча таптаттарнишӗн-и ҫав, чӗмсӗртерех пан Попельскипе те харкашса кайнӑччӗ лешӗ пӗррехинче, — ҫывӑхри усадьбӑна халь Яскульский старикпе арӑмӗ вырнаҫрӗҫ. — Вӗсем унта иккӗн… Старик чӗркуҫленсе ларать, савӑннипе уласах йӗрет, ҫӗре чуптӑвать, унтан хӗрес патне шуса пырать те ӑна ик аллипе ыталаса илет: юлашкинчен вӑл Липинцӑра, унӑн пӗр вилӗ ӳчӗ ҫеҫ хум ҫийӗпе ҫапкаланса ҫӳрекен сулӑ ҫинче выртать, чунӗ вара телейлӗ те канлӗ ҫӗре вӗҫсе кайрӗ… Эпӗ унпа калаҫаймастӑм. Вӗсем пурте мана пысӑк чыс тӑватчӗҫ, — ман хамӑн тивӗҫлӗхсемшӗн мар, корольпе майри мана пит кӑмӑлланӑран. Эсир ирхине кунта, пире ҫӑлаканӑн ӳчӗпе юнне ҫиме килнӗ чухне сирӗн чӗрӗрсем савӑннине, ҫавӑн чухне эсир, сире хӑтарассишӗн вилнӗ турӑ ывӑлӗн асапӗсене аса илнине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Нивушлӗ вара эсир, ман упӑшка сирӗн ҫапӑҫӑвӑр хыҫҫӑн питӗ ыр кӑмӑллӑ пулнӑ та, пухӑва эсир ҫавӑн чух ӑҫтан пыни ҫинчен мана каласа кӑтартмасӑр чӑтса тӑрайнӑ, тесе шутлатӑр? Унтан вӗсем тӗпӗ-йӗрӗпе тӗпчеме тытӑнчӗҫ те темиҫе сехет аппаланчӗҫ. Пӗри те каҫхи апат пирки шутламаҫҫӗ — ҫиесси ҫинчен мансах кайрӗҫ. Тӗпчеҫҫӗ те тӗпчеҫҫӗ, юлашкинчен йӑлт пӑтраштарса пӗтерчӗҫ, нимӗн йӗркине те тупаймаҫҫӗ. Пӗррехинче эпир, Старая Русса патне ҫитес чухне, вӑрманта аташса кайрӑмӑр. Падуан университечӗн профессорӗ Кремонини трубапа пӑхасшӑн та пулман:— Мӗн пӑхмалли пур унта, — тенӗ вӑл. — Юпитерӑн нимӗнле спутник та ҫук, пулма та пултараймасть, эпӗ ӑна пӑхмасӑрах пӗлетӗп, — тенӗ вӑл. Шалтан ҫывӑракан ҫын харлаттарни илтӗннӗ. Вӑл ырӑ ҫынччӗ, тейӗҫ пӗрисем, теприсем: йӗксӗк, тейӗҫ. Пӗр каҫхине, хӗллехи йӗпе ҫанталӑкра, Тая хӑйӗн малтанхи ҫӗнтерӗвӗ ҫинчен пӗлтерет — хула Совет членӗн билетне илсе килет. — Ун пек парне ҫинчен хаҫатсенче те ҫырнӑччӗ, вӑл Мускавра пулнӑ… — Хӑп манран! Лось икӗ реостата пӗр харӑс ӗҫлеттерет; аппарат малалла вирхӗнчӗ. Сасартӑк инҫетре хӗвел ҫути пек ҫутӑ курах кайнӑ, вӑл кантрана пӑрахнӑ та алӑпа хыпашласах ҫавӑнталла кайма пуҫланӑ, унтан пуҫӗпе хулпуҫҫийӗсене пӗр пысӑках мар шӑтӑк ӑшне чиксе пӑхнӑ та, хӑй умӗнче аслӑ Миссисипи шывӗ юхса выртнине курах кайнӑ. Тепӗр чухне тата, калӑпӑр, тӗмсем ӳсекен пӗчӗк тип вар ҫумӗпе иртсе пыратӑн та ҫеҫенхирте пурӑнакансем ҫывра тесе ят панӑ кайӑк такама: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!» — тесе кӑшкӑрнине илтетӗн, тепри вара ахӑлтатса кулма, антӑхса кайсах йӗме тытӑнать — ку ӗнтӗ тӑмана. Тӳссе чӑтса тӑрайман. — Ҫапла каларӗ те вӑл урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, Джемма еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. Шыв хӗррине ҫитсен тин эпӗ хӑрамалли паллӑсене курса илтӗм. Ҫакна лайӑх пӗл: кам та кам нумай ӳпкелешет, ахлатать, йынӑшать — вӑл ҫур пуса та тӑмасть, ӑна пулӑшма та, шеллеме те кирлӗ мар, темӗн чул пулӑшсан та, пурпӗрех ӑна усӑ тӑваймастӑн… Мӗншӗн вӑл вӑкӑрсене тӑрантарса пустуй курӑм пӗтеретӗр эсир? Ҫутӑличчен яхта утрава пӑрахса хӑварма та пултарать. — Апла эс кала Марфушӑна, кӗтесри пӳлӗмре вырӑн хатӗрлетӗр сана валли… — васкавлӑн канаш панӑ Любовь. Анчах ман хальхи ӗҫӗм вӑхӑтлӑ-ха ҫеҫ-ха, мӗншӗн тесен эпӗ чылай пархатарлӑ ӗҫсем тӑва-тӑва кӑтартнӑ. Граф керменӗ валли хулари чи лайӑх сӗтел-пукансене пуҫтарчӗҫ. Вара, хӑй хӗҫпӑшалсӑр тӑрса юлнине туйса, хытӑ хӑраса ӳкнипе, каллех нимӗҫ ҫине кӑкӑрӗпе хӑпарса выртрӗ те, аран ҫеҫ сывлакаласа, ӑна ҫӗр ҫумне хӗстерме пуҫларӗ. — Танковӑй полк командирӗ вӑл, — хӑвӑрт ҫаврӑнса ответлерӗ Митман — унӑн полкӗ ҫак ялта тӑрать. — Акӑ, — эсӗ пӗчченех ҫывӑратӑн, мансӑрах… Ҫук, эсир халех кайӑр, Мери Джейн мисс, эпӗ кунта вӗсемпе епле те пулин майлаштаркалӑп. — Ну, пӗр ӗнтӗ, кӑвакарчӑнӑм, чунна килентер. — Акӑ манӑн тупӑшпа тӑкак кӗнеки, шутласа ил те тӳле, — терӗ вӑл. Эсир компаньонка вӗт, ан кӗтӗр, ӗҫлӗр. — Пысӑк хула-и вӑл? — тесе ыйтрӗ Элен. — Паллах, паллах, — терӗ каллех Корытов, малтанхи пекех Воропаев ҫине пӑхмасӑр; хӑй пирки калаҫу пулни ҫинчен ыйтса пӗлме ӑна лайӑх мар пек туйӑнни тата вӑл ҫакӑн пирки питӗ пӑлханса ӳкни сисӗнет. Вунӑ кунтан Павел хӑйӗн ӗҫлесе илнӗ укҫине амӑшне пырса пачӗ. Вӑл манран тапак ыйтрӗ. Ку законсене чи лайӑх пӗлсе тӑраканӑн пуҫ мимине те анкӑ-минке кӑларма пултарать. Гобельман картӑ ҫинелле пӗшкӗнчӗ. Калӑпӑр, ку сӑвӑ ҫеҫ, ҫапах та кирлӗ марччӗ». Куратӑп: тӳпе уҫӑлать те — Тӳпен усал ывӑлӗ сирӗн ялсем ҫине ӳкет. Тӑр, тенӗ, хӑна ишсе килет! Ӑна Игнатенок карчӑкки, сӑмси ҫинче ытла та ҫилӗллӗн чӗтренсе тӑракан шӗпӗнлӗскер, калама ҫук хытӑ тарӑхтарса ҫитерчӗ. Татти-сыпписӗр ҫиҫӗм ҫиҫсе тӑнипе пурте витӗрех курӑнса тӑчӗ, мӗлке таврашӗ те пулмарӗ: авӑна-авӑна каякан йывӑҫсем, шавласа юхакан шыв хумӗсем, кӑпӑкланнипе шап-шурӑ ҫилхеллӗ курӑнаканскерсем, леш енчи ҫӳллӗ чул сӑртсем, — тӗтрепе чалӑш ҫумӑр чаршавӗ витӗр тӗксӗммӗн курӑнса лараҫҫӗ. Ҫынҫиенсем шыв кӗрлесе ҫаврӑнса тӑракан ҫӗрте пӗтрӗҫ. Ҫулла та ҫӗрлесенче ҫеҫ ҫимелли шырама вӗҫсе тухаҫҫӗ. Осип Михайлович комендант ҫинелле пӑхса илчӗ те хыттӑн шӑл витӗр каларӗ: — Вӗрме чарӑн эсӗ, йытӑ! Пӗлӗтсем, пӗлӗтсем, — ҫав тери капмар, шап-шурӑ, тата — ҫумӑр, ҫумӑр, шыв юхӑмӗсем. Пусма тӑрӑх такамсем иккӗн-виҫҫӗн хӑпаратчӗҫ, ура сассисем янравлӑн илтӗнсе кайрӗҫ. Нимӗҫсем те маншӑн кумсемех мар-ха. Юрий Варвара ятлаҫса пӗтерессе кӗтсе тӑчӗ. Сывлӑшра телеграф пралукӗсем кӗрленӗ евӗрлӗ шав хускалчӗ. Ахӑрне, илемлӗ пулнӑ пуль, — сӗм тӗттӗм каҫ, тем пысӑкӑш кӑвайт шыв ҫинче явӑнать, э? — Сире хамӑн арӑмпа паллаштарма ирӗк парсамӑрччӗ, — терӗ те вӑл Мускавран таврӑнсан, хӑйӗн умне сенкер куҫлӑ, кӳпшек, кӑтра пуҫне хӑрах еннелле тайнӑ пукане кӑларса тӑратрӗ. Анчах эпир — турӑ евӗрлӗ мар, тискер кайӑксем евӗрлӗ! Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи лайӑх обсерваторисенчен пӗри Ленинград ҫывӑхӗнчи Пулково сӑрчӗ ҫинче ларать. — Вӑл ҫапла каларӗ: «Хӑй тӑрӑшсан — каҫаратӑп, тӑрӑшас темест пулсан — ҫакса вӗлеретӗп!» терӗ. — Мӗнле? Лукашка курӑк ҫинче, урисене тутарла хуҫса, серепине майлаштарса ларчӗ. «Турӑҫӑм, пичче те манран ютшӑнать!» — шухӑшласа илтӗм эпӗ. Ҫав майра музыкӑна пикенсех итлерӗ, Сергей акробатла упражненисем тунине, Арто кулӑшла вылянине темӗнччен пӑхса тӑчӗ, ун хыҫҫӑн ачаран: вӑл миҫе ҫултине, мӗн ятлӑ иккенне ыйтрӗ, гимнастикӑна ӑҫта вӗренни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗ мӗн ӗҫпе пурӑнни ҫинчен тата ытти ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ; вара вӗсене кӗтсе тӑма хушрӗ те хӑй пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. — Унта ҫитме, сэр! — кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Малтанах вӑл нимех те уйӑрса илеймен, анчах сасартӑк шӑтӑкра шалта симӗсрех тӗслӗ икӗ пӑнчӑ йӑлтӑртатса илнӗ, вӑл вара самантрах кусем тискер кайӑк куҫӗсем пулнине тавҫӑрса илнӗ. Любовь та ҫакнах калать… — тесе, ӗненсе ҫитереймесӗр, каласа хунӑ. Кулач ӑстисенчен «салтак Таньӑна йӗрле пуҫларӗ» тенине илтсен, пирӗн пурнӑҫ ҫав тери ҫӳҫенчӗк те ырӑ кӑсӑк пек туйӑнчӗ. Офицер, анчах тӳсӗмӗ ҫук. — Юрӗ! «Мӗн тетӗр эсир! Ҫакӑн пек путсӗр ҫанталӑкра Полтавӑна кайса килтӗр-и?» Статуя айккинче, стенара, решеткепе витӗннӗ пысӑках мар ниша — тӗксӗмскер. Штабс-капитан Михайлов хӑйӗн аристокрачӗсем пухӑнса тӑнӑ тӗлтен, вӗсем патне пыма хӑяймасӑр, икӗ хутчен иртсе кайрӗ, виҫҫӗмӗш хутӗнче вӑл, хӑйне хӑй пусмӑрласах тенӗ пек, вӗсем патне пырса тӑчӗ. Вӗсем тӑваттӑн. Амӑшӗ ун ҫине тинкерсе пӑхса кулса илчӗ те, пуҫӗпе сулкаласа, хуллен кӑна:— Ҫук, мана ҫав Майӑн Пӗрремӗш кунӗ лутӑркасах пӑрахрӗ пулмалла! — терӗ. Клюбер господин юлташӗсене савӑнтарма мӗн тума пӗлнине пӗтӗмпех турӗ; вӑл вӗсене сарлака юман сулхӑнне ларма чӗнчӗ те, кӗсйинчен «Knallerbsen-oder du sollst und wirst lachen» («Петарды — е эсӗ кулатӑнах») ятлӑ кӗнеке кӑларса, вула пуҫларӗ. Сывлӑмпа кӗмӗлленнӗ хупах ҫулҫи татса илсе, Наталья ӑна пӗрре — пӗр питҫӑмарти ҫумне, тепре — теприн ҫумне тытса питне уҫӑлтарчӗ, унтан, хуняшшӗ ҫинчен ним ҫилӗсӗр шухӑшласа, ҫулҫӑ ҫине хӗрлӗ хурлӑхан ҫырли татма тытӑнчӗ. Уйӑх каялла вӗсем Клисурӑна ӗҫпе килнӗ пулнӑ та революци юхӑмне ҫакланнӑ. О, мӗнле йӑлӑхтарнӑ ӑна ҫак чухӑн сӑнлӑ япалисене куллен курса тӑрасси. Чул сӑртсем хушшинче яланах хӑрушӑ тӑвӑллӑ прибой тӑрать. Ӑна куҫарса лартма та пултарнӑ-ҫке, вӑл ҫаплах иккенне часах пӗлтӗмӗр те эпир. Каҫхине сакӑр сехетре шкулта пуҫлатпӑр. — Каҫ пулать ӗнтӗ, — терӗ Санин. — Унпа-и, урӑххипе-и — сирӗншӗн пурпӗрех. Хупах хуҫи арӑмӗ, малтанласа Огнянова ӑшшӑн кӗтсе илнӗскер, халь унтан сыхланма тытӑнни паллах пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Кӗркунне пӑхма кайсан, вӑл ҫав вӑрманти икӗ теҫеттин ҫинчи йывӑҫсене пӗтӗмпех шутласа тухнӑ. — Иван Боримечка. Хӗвел тухӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, негрсен юнӗн хутӑшӗ пур ҫӗрте, хӗвел — вилнисен мӗлкисен патши, — кайӑк пуҫӗллӗ этем сӑнарӗпе. Кунта шпиксем ҫав тери нумай! Вара эпӗ ҫапла каларӑм:— Тата тепӗр япала пур: леш ылтӑн хутаҫҫи, — терӗм. — Ҫул ҫинче станцисем пулаҫҫӗ-и? «Ну, урапа айне кӗрсе кай, вырт унта, ан хускал, эсир, тӑвансем, жида ан кӑларса ярӑр». Шӑматкун, мачча ҫине кӗпесем ҫакнӑ чухне, эпӗ кӗнеке ҫинчен астуса илтӗм, ӑна туртса кӑлартӑм, уҫрӑм та пуҫламӗш йӗркине вуласа пӑхрӑм: «Ҫуртсем — ҫынсем пек: кашниннех хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ пур». Эпӗ, шкултан вӗренсе тухсанах, Заполярьене кайса тӗтрадьсене вуласа тухма тупа турӑм. Эсир сӗлӗ акман вӗт. Вӗсем мана валли каютӑна апат-ҫимӗҫпе шыв илсе пыратчӗҫ, карапа вара хӑйсем ертсе пычӗҫ. — Ҫук, Островнов патне кӗрсе тухасшӑн. Пачӑшкӑ кӗлӗ кӗнекисене уҫма хушрӗ те гимн вулама тытӑнчӗ — вӑл уланӑ пек вулать, ҫав вырӑнсенче ҫакӑн пек вуланине питӗ юратаҫҫӗ. Ҫуркуннехи ӑшӑ та ҫӑлтӑрлӑ каҫ тӑрать. — Мӗн ку? — ыйтрӗ вӑл, ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑрса. О, вӑл тӗлӗнмелле, — тесе мӑкӑртатса илнӗ креолка, шухӑша кайса. Вӗсем мӗн пурне пӗтӗмпех айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса ухтарса тухрӗҫ, хутсене, кӗнекесене, кӗпе-йӗм таврашне тустарса салатса тӑкрӗҫ, ҫӑра уҫҫисем шырарӗҫ. Ҫулӑн икӗ айккипе якалнӑ хура чулсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, юр айӗнчен унта-кунта йывӑҫ тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, пӗр ҫулҫӑ та вырӑнӗнчен хускалмасть, ҫакӑн пек вырӑнта, вилнӗ пек тӗлӗрсе ҫывӑран ҫут ҫанталӑкра, вырӑс шӑнкӑравне, ӗшеннӗ почтӑ тройки пыни питех те савӑнтарать. «Калӑр-ха тӳррипех, ывӑлӑмсем, хурӑн хуллипе тата чӗрӗ чие хуллипе сире ҫурӑмран тата ытти ҫӗртен те хытӑ пӗҫертместчӗҫ-и? Тен, эсир ытлашши ӑсланса кайнине пула, сире пушӑпа та ӑшалатчӗҫ? 2. ССР Союзӗн Ӗҫтӑвакан Тӗп Комитетне Конституци Комисси суйлама хушас, ҫав Комиссие пӗрремӗш пунктра кӑтартса панисем тӑрӑх Конституци текстне тӳрлетсе хатӗрлесе, ӑна ССР Союзӗн Тӗпӗҫтӑвком Сессине ҫирӗплетме тӑратма хушас. Ӑна начар, такӑнакан лаша параҫҫӗ; вӑл вара унӑн пуҫӗнчи ҫӗлӗкне тӑтӑшах хыва-хыва ҫӗре ӳкерет; чӑпӑрккапа лашине ҫапнӑ пек туса хӑйне тивертеҫҫӗ, унӑн пурӗ-пӗр кулмалла та ҫынсене култармалла. Очумелов та, хӑй ҫулӗнчен кӑшт сулахаялла пӑрӑнса, халӑхсем патнелле утрӗ. Софья Ивановна мӗнле пурӑнать? Чарӑнӑр, пӳтсӗрсем!.. Хам курнӑ — кунта пӗр хӗр пур… ҫав вуланипех ӗҫке ярӑннинчен те усалрах ун ӑсӗ! Ҫӗр хӑвӑлӗн ани ҫав тери сарлака, пичке те кустарса кӗме пулать, «алӑк» анинчи «урайӑн» пӗр енӗ кӑшт ҫӳллӗрех, ун ҫинче тикӗс вырӑн пур, вӑл вучах тума пит меллӗ. Пирӗн талантлӑ сатирик пулмалла, ун пеккине Италире тупма, тата ҫав ӗҫ валли кирлӗ укҫа-тенкӗ те шыраса тупма пулать пулӗ. Шарлотта мисс Бак каласа панине патша майри пек пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртса, сӑмса ҫунаттисене хӑпартлантарса, куҫӗсене ялкӑштарса итлерӗ. Николай ҫырма ларчӗ. Ҫапла пулнипех ӗнтӗ арман урапи ҫине вӗҫсӗрех шыв юхать те… Вӑл Чумандрин совхозӗнче те Цимбал совхозӗнчи пекех тулли кӑмӑлпа канашлусем тӑва-тӑва ирттерет. «Вӑл манпа пӗрле пулнӑ пулсанччӗ акӑ». Вӑл тахҫан Титок арӑмӗн пулнӑ пӗрмеллӗ ҫӑм юбкине илсе тӑхӑнчӗ, урисене чӗриклетекен ҫӗнӗ пушмак тӑхӑнса ячӗ, чечеклӗ шаль тутӑрпа витӗнчӗ те вара пурин куҫне те этем пек курӑнса кайрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тин ҫынсем ӑна асӑрхаса илчӗҫ: Демка арӑмӗ сӑнран-питрен пӗрре те начар мар иккен, пӗвӗ-сийӗпе те тӑпӑл-тӑпӑл хӗрарӑм, Епле-ха унӑн, апӑршан, колхоз пурлӑхӗ умӗнче шак хытса тӑрас мар ӗнтӗ, вӑл хӑйӗн калама ҫук йывӑр та тертлӗ пурнӑҫӗнче ӗмӗрӗ тӑршшипе те ыррӑн пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫисе курман пулсан, хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫинче пӗр ҫӗнӗ кофта та пулин тӑхӑнса ҫӳресе ҫӗтсе курман пулсан? Ҫавӑн пек эсерла-кулакла пӑтранчӑк варринче пӗчӗк-пӗчӗк ушкӑнӑн ҫапӑҫаҫҫӗ большевиксен партизан отрячӗсем: темиҫе лаша ури айӗнче, тачанкӑсем, артиллери повозкисем айӗнче ҫӗр кисренсе тӑрать. Анчах та вӑл ҫӗкленсе пӑхма ҫеҫ пӗлет. Карташӗнче пурте яланхи пекех, ача чухнехи пек, нимӗн те улшӑнман. Хӑйне чыс тунипе кӑмӑлӗ тулнӑскер, вӑл, феерверкерпа барабанщик хушшинче палла тухас тесе, иккӗшинпе те шӳтлесе калаҫма тытӑнчӗ. Уҫӑ вырӑна сиксе тухса, юланутсене курсан, тискер ӑйӑрсем хӑйсем хушшинче кӗрешме сасартӑк чарӑнчӗҫ. Пуҫкасакан-и елле? Вӑл Томпа ун юлташӗсене Уджиджири чура сутуҫи туянни ҫинчен те, часах вӗсене илсе каяссине те вуҫех чухламарӗ. — «Тӗрӗс, — терӗм эпӗ. — Унӑн хуҫине те вӗсемех вӗлернӗ». Анчах Джим ҫакӑн ҫинчен калаҫасшӑн пулмарӗ. — Эпӗ те ҫапла пуль тетӗп, — терӗ ӑна помощникӗ. Озеров пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ те, вӑйлӑ сассипе пӗтӗм сывлӑша чӗтретсе илчӗ:— Stillgestanden! — терӗ вӑл. Нимӗҫ пӗр самантлӑха пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ, анчах ҫав самантрах, каллех хӑй ӗҫне тытӑнчӗ. Анна Васильевна тӗлӗрет; Ку нимех те мар, тетӗн пуль эсӗ. Манӑн питӗм-куҫӑма хыттӑн пырса ҫапӑнакан сывлӑшран асӑрхасан, эпир ҫӗр ҫинчи курьер поездӗнчен те хӑвӑрт пыратпӑр. Пӳлӗм часах ӑшӑнчӗ, Катя кунта тирпейлӗх кӳртесшӗнччӗ те, анчах ӑна нимӗн те тутармарӑм. «Аташать, — татӑклӑн шут турӗ те Петр Артамонов, калаҫма чарӑнса шухӑшларӗ: — Старик ӑсран кайнӑ. — Ман вӑл, ман! Ку таранччен Егорушка пӑрахутсене те, локомотивсене те, пысӑк юханшывсене те нихӑҫан та курманччӗ-ха. Эпӗ ӑна тӗртсе ятӑм. Аван мар капла. Кюцамсем ӑна хӑйсем патне чӗнеҫҫӗ. Ҫак тинӗссем хушшинче тата вӑл юнашар выртакан тинӗссене пӗрлештерекен ҫинҫе хура ҫип пек йӑрӑмсем нумай курнӑ. Анчах колонна хамӑр ҫӗр тӑрӑх ҫеҫ савӑнса, шавласа, юрӑсен сассисемпе сывлӑша янӑратса ҫӳрет. Патагонец хӑй валли лаша илтерменнипе Гленарван, ытти хӑш-пӗр проводниксем пек, вӑл ҫуран ҫӳреме юратарах парать пуль тесе шухӑшларӗ. Анчах Гленарван йӑнӑшрӗ. Шӑп кӑна тапранса каяс чухне Талькав сасартӑк хӑйне майлӑ шӑхӑрчӗ, ҫавӑнтах ҫывӑхри чӑтлӑх вӑрмантан хура-хӑмӑр улма чӑпар тӗслӗ питӗ чаплӑ лаша хуҫи чӗннӗ ҫӗре чупса та тухрӗ. Эпӗ, пароль пӗлменскер, нимӗн шарламасӑр вӗсем ҫуммипе иртсе каяс тенӗччӗ, анчах вӗсем мана сырӑнса илчӗҫ, вӗсенчен пӗри ман лашана йӗвенрен ярса тытрӗ. Ӑна ҫав самантра каллех мӗн-пурӗ пӗтӗмпех тӗлӗнтерсе яракан вӑрттӑнлӑхлӑ вӑрман юмахӗ евӗррӗн курӑнса кайрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан: пирӗн! Эпӗ савӑнса кайрӑм. — Эсӗ мана прерие кӑларса ярасшӑн-и, е мӑнастире хупса лартасшӑн мар-и тата? Артур мӑкӑртатса: «Ырӑ каҫ» терӗ те малалла иртсе каясшӑн пулчӗ. Анчах Гиббонс ӑна хӑйӗн умӗнчен ирттерсе ямарӗ. Кӑштах сылтӑмалла… ҫапла… тӳрех… сылтӑмалла… кӑшт ҫеҫ сулахаялла… тӳрех… тӳрех… — Ак ҫак хӗҫпе пӗр ясновельможнӑй выльӑхран харӑсах иккӗ тӑватӑп — пӗлетӗн-и, хӑҫан? Ҫапах та условисем хӑшпӗр енӗпе усӑллӑ пек те туйӑннӑ, ҫавӑнпа Пӗрлешӳллӗ Штатсем тӑрӑх сапаланнӑ нумай-нумай ҫынсем, поляксен пӗтӗм ҫемйисем пулас колоние куҫса каякансен шутне ҫырӑннӑ. Ку ӗнтӗ унӑн ырӑ кӑмӑлне ӑнланса илмелле мар енӗ пулнӑ: ҫавна пула вӑл ытла та хаяр пек туйӑннӑ. Ҫапла вара, ачан вӑхӑчӗ кунӗпех усӑллӑ иртет, ҫӗнӗ туйӑмсем, ҫӗнӗ пӗлӳсем сахал тесе ӳкӗнме пачах та сӑлтавӗ ҫук. Шурӑ тӗтре ӑшӗнче — тӗтри хӑвӑрт сайраланса пыратчӗ — ҫара пуҫлӑ хӗрарӑмсем, пулӑ куҫӗсем пек ҫаврака куҫсемлӗ ҫӑмламас мужиксем пӗр-пӗрне ураран тӗке-тӗке ӳкерсе унталла-кунталла чупкаласа ҫӳретчӗҫ, пурте таҫталла тӗркесем, михӗсем, арчасем йӑтса каятчӗҫ, такӑна-такӑна ӳксе, турра тата Микул турра асӑнса хӑтланатчӗҫ, пӗр-пӗрне хӗнетчӗҫ; ҫакӑ пит хӑрушӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата интереслӗччӗ; эпӗ ҫынсем хыҫҫӑн чупса вӗсем мӗн хӑтланаҫҫӗ-ха, тесе пӑхса ҫӳрерӗм. Сан-Паулу-ди-Луандӑпа ку хула хушши тӑватҫӗр мильӑран ытла мар, эппин, Кванза хӗрринчи лагерьтен чура пасарне ҫитме икҫӗр аллӑ мильӑран ытла мар. Ҫӳҫӗ ҫамки ҫине усӑнса аннӑ, тутисем тепле уҫӑлнӑ. Ӗненме май ҫук: аялта типӗ тӳремлӗх, кӳлӗ те, юханшыв та курӑнмасть. Вӑл аран-аран ҫеҫ сывланӑ; хӑй ӑшӗнче хӑйӗн таврашӗнчи пур ҫынсемпе, япаласемпе сывпуллашнӑ. Акӑ пӗр кунхине тусен хушшине, Аолӑсем пытанса пурӑнакан ҫӗре, хыпарҫӑ килсе ҫитет, — сӑнӗпе ҫав тери хитре Магацитл. — Ӑнланатӑп, донья Исидора. Лаша ҫинчен антӑм та чӳрече патне йӑпшӑнса пытӑм; чӳрече хупӑлчине тачӑ хупман пирки ӗҫекенсене куртӑм, вӗсен сӑмахӗсене те илтрӗм. Любочка тӗлӗнсе ун ҫине тинкерӳллӗн пӑхса илчӗ, урӑх нимӗн те шарламарӗ. Вӑл тем пек пӑшӑрхана пуҫланӑ, вырӑнта тӑрса чӑтайман, — ҫуна ҫинчен аннӑ та; ҫиле май тӑрса, пиҫиххине салтса аялтарахран хыттӑн ҫыхса лартнӑ. Кӑваккисем Лантенак пуҫне хакланӑ, шуррисем Симурден пуҫӗшӗн награда сӗннӗ. — …Тепӗр чухне ҫав ӗҫ ҫинчен пӗтӗм тӗнче шавланӑ пулӗччӗ, — тӑсрӗ вӑл хай сӑмахне, — нациллӗ герой тесе хисеплеҫҫӗ-ха манӑн пиччене, ун тӑприне столицӑна мухтавлӑн кӳнӗ пулӗччӗҫ, ӑна пытарнӑ чух халӑх та ҫапса хӗснӗ пек пуҫтарӑннӑ пулӗччӗ. — Тури пост патне кай! — кӑшкӑрать пӗри. Тул ҫутӑласпа эпир ҫыран хӗрне тухрӑмӑр. Джим сулла тӗплӗрех вырӑна пытарчӗ. Улпут тӳсейми пулса ҫитрӗ. «Британи» икӗ ҫул каялла ҫеҫ ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ иккен те, ҫавӑнпа та вӑл: Гленарван шыракан ҫынсем кунти ҫырансен ҫывӑхӗнче ҫукки ҫинчен те, вӗсем нихӑҫан та пулманни ҫинчен те каласа пачӗ. Поднебеско ассӑн сывласа илчӗ. — Манӑн мӗн пурри ҫумӗнче сирӗн мӗн ӗҫ? Мӗншӗн-ха мана ирӗксӗрлесех шарф ҫыхтарасшӑн тата мамӑклӑ сӑхманпа пӗркесшӗн? Уйрӑм рота йӗркеленсе тӑчӗ. Ытла та телей-ҫке! Ҫак хыпар пӑлхавҫӑсен йӑшнӑ хавалне ҫӗклентерсе ячӗ. — Вара чунлӑ ҫынна санӑн евӗр пурӑнма юрать-и? Зинаида кулса ячӗ. — Куратӑп, сирӗн юррӑр вӑрӑм мар. Каҫарччӗ, турӑҫӑм! — Сан ҫинчен илтнӗ эпӗ. Вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, хӑйне пӗр йӑнӑшсӑр тесе шутланӑ. Ун патнелле пӗшкӗнсен, эпӗ юн шӑршине сисрӗм. Пурте ҫӗлӗкӗсене ҫӳлелле ывӑтса кӑшкӑрса ячӗҫ: «Тавах сана, батько! чӗмсӗрленчӗ, чӗмсӗрленчӗ, нумайччен пӗр чӗнмесӗр пурӑнчӗ, юлашкинчен ак каларӗ. Мӗнле усал шӑпа кӑларса ячӗ-ши ҫав кита «Пилигрима» хирӗҫ? Темиҫе пин пӑлхавҫӑ Балканран Бяла Черква халӑхне пулӑшма анать тенӗ сас-хура тухнӑ… Ҫав пысӑк ҫара вырӑссемпе сербсем ертсе пынӑ имӗш… Вӗсем хушшинче, чечексем хушшинчи вӗлле хурчӗ пек, ылтӑн тӗслӗрех пурҫӑн кӗпепе плисран ҫӗленӗ шӑлавар тӑхӑннӑ Алексей, ӳсӗр пек, шавлӑн та савӑнӑҫлӑн ҫаврӑнса ҫӳрет. Акӑ, вӑл сӗтел хушшинче мана хирӗҫ ларать, хӑй куҫхаршийӗсене тӗлӗннӗ пек хӑпартса янӑ, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ. Эсӗ лайӑх мар тума ҫеҫ пултаратӑн, кама та пулин лайӑх тунӑшӑн мухтанине эсӗ кураймастӑн. Акӑ вӑл: «Сире кам пулӑшма пултарасса пӗлетӗп те эпӗ, анчах пурнӑҫӑмӑн юлашки сехечӗсенче ун ятне калассӑм та килмест. — Ӑнланатӑп. — Сире вӑл ҫын хӑй патӗнче хӑна тума хавас, — тесе хушса хучӗ Гленарван. — Кмет, кил кунта! Тӗрмере ларнӑ вӑхӑтра, вӗлериччен темиҫе кун маларах, Кибальчич наука ыйтӑвӗсем ҫинчен шухӑшланӑ. Ҫутӑ кун ӑҫта та пулин хӑйӗн вӗҫне ҫухатрӗ пулӗ. Вӑл хӑй ротӑна ҫапӑҫӑва ертсе кайни ҫинчен, рота командирӗ вилни ҫинчен, тата хӑй пӗр француза чиксе пӑрахни ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ пулман пулсан, ӗҫ тухас ҫукчӗ унта, терӗ, тата тем те пӗр каласа пачӗ… — Атя, туртса пӑхар. Анчах кит хаяррӑн ҫаврӑнчӗ те ҫӗнӗрен ҫынсем ҫинелле ыткӑнчӗ, вилес умӗнхи тапкаланура хаяррӑн хӳрипе ҫапса хумханчӑк шыва кӑпӑклантарчӗ. Мӑнтарӑн матросӗсем халь те ҫиелте тытӑнса тӑма хӑтланчӗҫ-ха. Тӑхӑнсам-ҫке калпакна. Тӑван шыв ӑна чӗртсе янӑнах туйӑнчӗ. — Ҫенӗхе! Кунта нимле аслати те, ҫиҫӗм те ан пултӑр! Кӑтра Яшӑпа темиҫе минут сӑмахланӑ хушӑра хӗрарӑмсем хӑйсен сехрисене ҫав тери хӑпартса ҫитерчӗҫ те ҫухӑрашма тытӑнчӗҫ: — Вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ ӗнтӗ халь вӗсем! Ашшӗпе ывӑлӗ терраса ҫине, маркиза карнӑ ҫӗре тухрӗҫ; карлӑксем ҫумӗнче, сӗтел ҫинчи пысӑк сирень букечӗсем хушшинче, сӑмавар та вӗресе ларнӑ ӗнтӗ. — Помещик. Вӗсенчен кашниех хӑйӗн вӑхӑтне тӗрлӗ майпа ирттерет: Половцев сӗтел хушшинче сехечӗ-сехечӗпе вараланса пӗтнӗ хулӑн картсене платна пӳрнисемпе сара-сара хурать, Лятьевский, вырӑнӗ ҫинчен тӑмасӑр, кашни сӑмаха ҫӑвар тулли каласа, хӑй аллинчи пӗртен-пӗр кӗнекине — Сенкевичӑн «Камо грядеши?» кӗнекине — ҫирӗммӗш хут вулать. Воропаев хӑй мӗн кӑшкӑрса калани ҫинчен шутламарӗпе пӗрех, вӑл хӑйӗн сасси епле янӑранине кӑна сӑнаса пычӗ, унӑн сасси хӑй хыҫҫӑн халӑха ертсе пырать-и е ҫук — ҫакна туйма тӑрӑшрӗ вӑл. Кӑна сан ҫамрӑк ухмаху калать, ҫапла! — Ну, Том Сойер, эпир лӑпӑртатса кӑтартнӑ пулсан, пирӗн икӗ кун та пурӑнмалли ҫукчӗ. Ҫавӑнтах кухньӑна тухрӗ, хӑй вӑл сапаланчӑк, ыйхӑпа лутӑрканса пӗтнӗ, анчах та савӑнӑҫлӑ. Ака мӗн вуларӑм эпӗ: Намӑс мар-и сана, ватӑ йытӑ, эсӗ, эпӗ хытарласа янисене пӑхӑнмасӑр, мана ывӑлӑм Петр Андреич ҫинчен пӗлтермерӗн. Унӑн йӗркесӗрлӗхӗсем ҫинчен ют ҫынсем пӗлтермелле пулнӑ. Утюглама пӑрахӑр-ха эсир, кӑларӑр ӗнтӗ инструментӑра. Астӑватӑп, эпӗ чылаях ӗҫнӗччӗ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен икӗ лавӗ те кӗл тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ, тимӗр витнӗ хӗрлӗ тӑрӑллӑ ҫӗнӗ йывӑҫ ҫурт крыльци умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. — Патаксем попиндикулярно пулмалла, — терӗм эпӗ, хыттӑнах мар. Пӗр минут, иккӗ иртет ҫакнашкал. Ак ку вара амӑшне яланах унта хӑйӗн чӗрин пӗр пайӗ пулнӑ пек туять, унӑн калаҫӑвӗнче ҫӗр ҫинче ӳлӗмрен пурин валли те пулмалли уяв ҫинчен калакан юмах янрать. Устин сасси ӑна таҫтан, инҫетрен тенӗ пек илтӗнет, анчах Давыдов Устин мӗн ҫинчен каланине те, ҫавна вӑл мӗнле мӑшкӑлласа, йӗплесе каланине те уҫҫӑнах илтет, ӑнланать. Анчах та маншӑн пӗр япала ҫеҫ паллӑ: Гаер пулас мар-тӑк, ниҫта та каймӑттӑм эпӗ. — Ним те каламастӑп… Вӗсем хаяр та нимрен хӑраман чӑн-чӑн салтаксем пекех пулнӑ. Тепӗр чухне тата пӗтӗм ӳт-пӳ хускалми пулса тӑрать, ҫанҫурӑм вериленсе каять. Князь хӗрӗ вӑштах ман патӑмран пӑрӑнса кайрӗ. — Апла пулсан, эпӗ те ҫилленместӗп… Атя пӗрле выляр. Халӗ кур-ха! Оратор! Фома ун умӗнче пуҫӗ усӑннӑҫемӗн усӑннине, анчах ӑна вӑл нимӗнле те чарма пултарайманнине туйса тӑнӑ… Епле ан шуралччӑр-ха унӑн яланах нушалӑхра та выҫӑлла-тутӑлла пурӑнса тӗссӗрленнӗ тути хӗррисем, Яков Лукич арчаран пӗр тӗрке хӗрарӑм ҫи-пуҫӗ кӑларса хунине курсан? Пуҫне чикнӗ, ҫемҫе те пысӑк хӳрине юр тӑрӑх сӗтӗрсе чупса пырать. Австралин хальхи карттисем ҫине, Петермане Прешел ӳкернисем ҫине пӑхсан, хуть те кам пулсан та, чи малтанах ҫав пайланусен чиккисем тӳрӗ линипе пынине сӑнаса илет. Пӗрисем хӗнеҫҫӗ те хӑйсене уншӑн нимӗн те туманнипе урса каяҫҫӗ, ҫынна асаплантарасшӑн антӑхса каяҫҫӗ, — вӑл чура туйӑмӗн тата выльӑхла йӑласен пӗтӗм вӑйне палӑртма ирӗк панӑ чурасен ҫав тери ирсӗр чирӗ пулса тӑрать. Унта пӗтӗм илем кӗртекенӗ те пӗртен пӗр хуҫи кӑна. Ак епле ҫулсемпе сарӑлать ман пӗлӳлӗх!» — тенӗ. — Австралине! — тесе харӑс ярса илчӗҫ тусӗсем. Джемма амӑшне, леш малтанах ӑна хӑй патне ярасшӑн пулмарӗ пулсан та, чӑтӑмлӑн пӑхрӗ… — Манӑн арӑм кӗҫ-вӗҫ ҫуратмалла. Вӑл сак ҫинче ларать — сывӑ, таса, хаваслӑскер; ларать те шав ахӑлтатать. Иксӗмӗр пайтах ҫапӑҫӑпӑр-ха эпир. Эпӗ салхуллӑ та ҫиллес таврӑнтӑм киле. Паганель хӑйӗн лекцине пӗтерсенех Гленарван: «Дункан» халех Австралине ҫул тытасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ерофей Кузьмич Марийка ҫине ытларах та ытларах ҫиленсе пынӑ. — Вуларӑн-и? — чеереххӗн ыйтрӗ Комиссар. Хӑйӗн ҫӑмӑл аллипе Петрӑн ҫӑмламас аллине ачашласа илсе, Ольга:— Ку ӗҫ — манран урӑх ниҫта та каймӗ, — терӗ. Вара манӑн ҫакӑнтах, Нюрнберграх, фашизм сӑпки пулнӑ хуларах, халех Кейтель ҫарӗсене ҫӗмӗрнӗ, Герингӑн сывлӑшри флотне аркатса тӑкнӑ, Редер карапӗсене тинӗс тӗпне пытарнӑ, хӑватлӑн пыра-пыра ҫапнипе Гитлерӑн хурахла государствине ишсе тӑкнӑ нумай миллионлӑ совет ҫыннисенчен пӗрин ҫинчен каласа парас килчӗ. Ҫын ӑсӗ нихҫан тавҫӑрса илеймен пулӗччӗ. Давыдов, картусне илсе, алӑкран тухса вирхӗнчӗ, йӑлкӑшса кулакан Лушкӑна кӑштах пырса ҫапӑнатчӗ. Хирӗҫ тавӑрасси ӑнсассӑн кашни хутӗнчех вара учителӗ питӗ хаяррӑн та хыттӑн тытса ҫаптарнӑ, ҫавӑнпа арҫын ачасем яланах питӗ пысӑк сиен курса вӑрҫӑ хирӗнчен пӑрахса кайнӑ. Вара вӑл Паганельпе Роберта тата Мак-Набса хӑй хыҫӗнчен ертсе палуба ҫинчен анчӗ. Вӗсем кают-компанине кӗчӗҫ. Унта икӗ хӗрарӑм ҫанталӑк вӑйӗсемпе пуҫланнӑ кӗрешӳн тӗвви салтӑнса каяссине кӗтсе пӑлханса лараҫҫӗ. Анчах вӑл хут унта мӗнле лекӗ? Ҫапла мар-и, Николай? Пӗр япала та хӑй евӗрлӗ мар. Хӑй ҫаврака сӑрт айккинчен ҫаврӑнса кайрӑм та, йӗри-тавра сухаласа пӑрахнӑ ытлашши тарӑнах та мар айлӑма пырса тухрӑм. Сигнал шӑхличӗн сасси янӑраса кайсанах икӗ салтак борт ҫине чупса хӑпарчӗ, винтсем улама пикенчӗҫ те карап лапамран йывӑррӑн уйрӑлса хула ҫийӗн ҫурҫӗрелле ишсе кайрӗ. Эпӗ хам та патшалӑх ҫыннин — Софронӑн пахалӑхӗсене ӗҫре курса ӗненесшӗн пултӑм. Ку эпир Билли Бонс арчинче тупнӑ картӑ пулман, ку унӑн ячӗсене, ейӳсемпе тарӑн вырӑнсене палӑртнӑ, анчах виҫӗ хӗрес паллисемпе алӑпа ҫырнӑ сӑмахсене кӑтартмасӑр ӳкернӗ шӑп тӗрӗс копийӗ пулнӑ. Анчах пур енчен те тӗплӗрех пӑхсассӑн, истребительшӗн «ҫӑпатаҫӑ» — чӑн-чӑн вӑйлӑ тӑшман-им? — Кирлӗ мар, кирлӗ мар, — йӗрӗнсе каларӗ тухтӑр. Майра-патша умӗпе алӑк янкӑрах уҫӑлса кайнӑ, вӑл пӗр утӑм малалла ярса пуснӑ та кӑшкӑрса янӑ, вара… Тунгус метеоричӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн ҫӗрле мӗнпур Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче нихҫанхинчен те ҫутӑ пулни интереслӗ. Вӑл мана вӗрентсе, ман хута кӗнӗ пек пулса калаҫатчӗ те, эпӗ вӑл мана чунранах ӑнӑҫлӑх, телей суннине сисеттӗм. Сиртен ытларах илмелле ӗнтӗ, эсир ав епле телейлӗ. Ганс мӗнпур ванман япаласене пухса, пӗр тӗрке туса ҫирӗппӗн ҫыхрӗ те тӳрех шӑтӑка пӑрахрӗ. Ҫак татӑклӑ сӑмахсем хыҫҫӑн Гленарванпа унӑн юлташӗсен Независимость фортӗнче нимӗн тумалли те ҫук. Сержанта хыпарсем пӗлтернӗшӗн тавтуса тата сывпуллашнӑ май аллине чӑмӑртаса вӗсем малалла кайрӗҫ. Мана хама та лайӑхчӗ. Эпӗ ун чухне илемлӗччӗ, ҫамрӑкчӗ, ҫӳлӗ пӳллӗ, сенкер куҫлӑ, римла сӑмсаллӑ арҫынччӗ, хуҫа арӑмӗ L… madame те (эпӗ унӑн ятне калама пултараймаcтӑп) ҫамрӑк та чипер хӗрарӑмччӗ. Поезд ҫине пурте чӑрсӑрланса кӗрсе тулчӗҫ. — Сирӗн ҫумма ларма юрать-и? — ыйтрӗ Санин. Кунта уйрӑмлӑх ҫакӑнта ҫеҫ пулнӑ: учитель хушнисемпе никама кирлӗ мар кӑтартусем панине итлесе ларас вырӑнне вӗсем пӗр-пӗр ҫӗре пилӗк пин лашапа кайса тустарнӑ, пӳскелле вылямалли ҫаран вырӑнне вӗсен никам хуралламан чикӗсем пулнӑ, ҫавна пула вара тутар хӑйӗн хӑвӑрт пытаракан пуҫне киле-киле кӑтартнӑ тата симӗс чалмаллӑ турок ним хускалмасӑр, сиввӗн пӑхнӑ. Тул ҫутӑличчен, тӗттӗмлех, вӗсем совет ҫарӗсен укрепленийӗсем ҫине кунта ҫурхи уйӑхсенче пухса килнӗ мӗнпур артиллерирен пеме тытӑнчӑҫ. Анӑҫ хӗвел ҫутипе вӑл сӑрт ҫине вырнаҫтарса лартнӑ хӗрлӗ ялава пит лайӑх курса тӑчӗ. Давыдов кухньӑран тӑм чашӑкпа сивӗнсе кайнӑ купӑста яшки илсе тухрӗ, ларчӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, шлюпка каллӗ-маллӗ ҫитсе ҫӳриччен вӑхӑт икӗ сехетрен кая иртмест. — Старик лартса тухнӑ вӑл йӗпсене, — тенӗ аслашшӗ. Акӑ, эпӗ хам казак пулма, Лукашка пулма, лаша кӗтӗвӗсене ҫаратма, чихирь кӳпсе тултарма, юрӑсем шӑрантарма, ҫынсене вӗлерме тата ӳсӗр пуҫпа, эпӗ хам кам-ха тата мӗн-ха тесе шутласа тӑмасӑр, хӗр патне ҫӗр каҫма чӳречерен кӗме пултарсанччӗ! Ун чухне вара ӗҫ урӑхла пулнӑ пулӗччӗ: ун чухне эпир пӗр-пӗрне ӑнланма пултарнӑ пулӑттӑмӑр, ун чухне эпӗ телейлӗ пулма пултарӑттӑм. Хуҫа майри кӳренсе упӑшкине калатчӗ: — Ваҫҫа, кала-ха ӑна: вӑл мана кӑшкӑра-кӑшкӑра ан пӑрахтӑр! Мӗнле ӑратлӑ чӗрчун иккеннн тӗрӗсрех уйӑрма карап инҫетре-ха. Хӗрарӑма права енчен тан тӑвассипе те ҫаплах пулса тухать. Ыран тата выльӑпӑр, халӗ каймалла. Хӗр урипе тапрӗ. Старике пӑшалтан лайӑх пульӑпа персен кӑна юсама пулать пуль, урӑх нимӗнле май пуррине пӗлместӗп тенӗ. — Олеся, кӑвакарчӑнӑм… Пӗлесӗнччӗ эсӗ, мӗнлерех кӑсӑк ку маншӑн… Тикӗт пек хура ҫилӗ. Халӑх мӗн чухлӗ тӳрккесрех, цивилизаци паллисем мӗн чухлӗ сахалтарах пулчӗҫ, Оленин хӑйне ҫавӑн чухлӗ ирӗклӗрех туйрӗ. Вӗсен хӑйсен йӗрки пур, урӑхла пӑхса ӳстернӗ ҫав вӗсене», — терӗм эпӗ. «Тивӗҫне пурнӑҫла, кӗреш, ҫӗнтер, анчах ан ман: ку пӗтӗмпех — тӗлӗк ҫеҫ, мӗлкесем… Йӑлтах халтан кайнӑскер, кашни минутрах канма чарӑнса тӑнӑскер, вӑл вӑрманти ирӗлекен юрлӑ ҫулпа сӗтӗрӗнсе пынӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Глюмдальклич эпир ирӗкре уҫӑлса ҫӳренӗ чухне мана пӗр минут та куҫран ҫухатмастӑп тесе каларӗ. Каласа кӑтартни ман кӑмӑла каять, анчах эпӗ тӗлӗнсе карӑм та пысӑк ҫын пекех калатӑп: — Ун пек пулнӑ-и вара? Эсир унӑн сиятельстви Урусов княҫ ҫырнӑ «Полици уретникӗ» ятлӑ питӗ чаплӑ япалана вуласа пӑхма кӑмӑл туман-и? — Ҫук, май килмен. Ларӑр, тархасшӑн. Ҫынсем хӑйсене ҫапӑҫма чӗннинчен хӑранипе тата сунарҫӑ паттӑр та ырӑ кӑмӑллӑ пулнине хисепленипе те вырӑнтан тапранмасӑр тӑнӑ. Эп Марьерен хӑйӗнченех ыйтӑп, — илтӗр вӑл мана хӑйне пулӑшма! — Судья-и? Ӑнсӑртран Кондрат нумай пулмасть Ҫӑрттан мучи ларнӑ вырӑна пӑхса илчӗ те, шӑппӑн кулса ячӗ, Антипа чавсипе тӗкрӗ: — Вӑл Агафонпа юнашар ларатчӗ-ҫке, халӗ пӗтӗмпех паллӑ! Эпир, тен, юлашкисем: каятпӑр та — Тума пушанса юлать. Вырлиштницӑна чупӑр хӑвӑртрах! Комков тухтӑр килне ҫитиччен «Микоянтан» килнӗ лав ҫине ларса каясси пирки Городцовпа ирхи лару вӑхӑтӗнчех калаҫса татӑлнӑччӗ, анчах пуху пӗтсен вӑл Культура ҫуртӗнчен тухса, «Микоян» конюхӗ кӗтсе тӑракан кӗтесселле пӑрӑнчӗ те ҫакна пӗлчӗ: Городцов, тухтӑрсӑр тата хӑйӗн икӗ бригадирӗсӗр пуҫне, Юрий Поднебеско пропагандиста та «хӗстерсе» кайма хушнӑ-мӗн. Темӗнле тискер кайӑк унта мӗн пуррине ҫисе янӑ пулас, кышласа шӑтарнӑ сумка патӗнче ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем ҫеҫ выртатчӗҫ. Хуралҫӑ хӑйӗн ӗҫне пӗтерчӗ, сапланӑ тумтирне саркаласа ик-виҫӗ хутчен тусанне силлерӗ, саплӑкӗ ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ те йӗппине ҫанӑ ҫумне тирчӗ. Унтан, тупӑ ҫине утланса ларса, пӗтӗм сасси тухнӑ таран тенӗ пек, авалхи хурлӑхлӑ юрра янратса ячӗ: Ан шавла эсӗ, аннеҫӗм сӗм вӑрман, Ан кансӗрле мана, йӗкӗте, шухӑшлама. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫӗрсем уҫас ҫул ҫинче Камерон акӑлчана Генри Мортон Стэнли американец улӑштарнӑ. Вӗсем сӑхсӑхрӗҫ, ку вӗсене иккӗшне сахалтарах пулчӗ пулин те, ҫирӗҫ те ҫыран тӑрӑх пысӑк доксем патнелле утрӗҫ. Пӗве пиҫӗ туналлӑ йӑлтӑркка ҫулҫӑллӑ, вӑрӑм курӑксенчен явӑнса-ҫыхӑнса, питӗ ҫирӗп тӗвӗленсе, кӗҫҫеленсе ларнӑ. Вӑл ҫакӑн пек пӗчӗк чӗрчунра ҫав тери ӑс пурринчен, вӑл тӗрӗс шухӑшлама пӗлнинчен калама ҫук тӗлӗнсе кайрӗ. Ӑна эскадрона красноармеецсен коллективӗ ыйтнӑ тӑрӑх илнӗ, вӗсем ҫавӑн пек чаплӑ купӑсҫа ярасшӑн пулман. — Тар, тар! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл мустангера, тарӑхнӑ шӑлнӗне чарма хӑтланса. Егорушка ҫавна пӗлеймест-ха, ҫавӑнпа та вӑл пӑттине ҫисе яричченех хуран тавра ларса тухнӑ ҫак ҫынсем пурте пурнӑҫ кӳрентернӗ телейсӗр ҫынсем пулнине пӗтӗм чун-чӗрипе ӗненсе лартма ӗлкӗрчӗ. — Апрелӗн вун саккӑрмӗшӗнче вилчӗ, — хуллен ҫеҫ каласа хучӗ тухтӑр. Восстани тума хатӗрленекенсенчен хӑшпӗрисем пирӗн бронедивизиона та хӗсӗнсе кӗнӗ, вӗсем унта шоферсем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Хӑйсене мӗнле тыткаларӗҫ? Эпӗ каллех пӗр кашӑкне йӑкӑртрӑм та, тӑххӑр ҫеҫ юлчӗ. Камер-юнкерӑн пилӗкне те Трезорӑннипе танлаштарма май ҫук. Земзен ӑслӑх-тӑнлӑх пӗрчи ҫав тери капмаррӑн та тухӑҫлӑн чечекленет. Крепӑҫре эпӗ хутшӑнмалли урӑх общество ҫукчӗ, тепӗр енчен тата урӑххи маншӑн кирлӗ те пулман. Анчах куҫӗсене тӗплӗрех тума тытӑнсанах ун кӑмӑлӗ пӑтранса кайнӑ, чунӗ тӑвӑрланса ҫитнӗ, вӑл пӗр вӑхӑта ӗҫлеме чарӑннӑ, унтан аллине каллех кисть тытнӑ. Хӑва вуллисенчен ҫын кӗлетки ҫыхрӗҫ – кӗлетке, тен, Муани-Лунга кӗлеткинчен чипертерех те пулчӗ пуль — ун ӑшне ҫунса пӗтеймен шӑмӑсене хучӗҫ. Пӑрахсах тухрӑм… — тесе, ассӑн сывласа ячӗ теАндрей, пукан ҫине йывӑррӑн пырса ларчӗ. Эпӗ иккӗшне вӗлертӗм. Шӑвӑҫ арчине хулпуҫҫирен ҫакса, аллинчи лӗпӗш тыткӑчӗпе сулкаласа, мӑйӗнчен ҫакнӑ пысӑк лупӑпа палтӑртаттарса, вӑл чӑтлӑхра чупса ҫӳрерӗ, мӗнле те пулин наркӑмӑшлӑ ҫӗлен сӑхассинчен хӑрамасӑрах ҫӳллӗ курӑк ӑшне кӗрсе, тӳрӗ ҫунатлӑ, ала евӗр ҫунатлӑ тата темле «ҫунатлӑ» хурт-кӑпшанкӑна шырарӗ. — Генри спальнине кай та вӑл унта пулсан, апат ҫиме чӗнсе кил. — Калӑр-ха, мистер, — тетӗп, — ку Кейро хули-и? — Ну, мистер Фелим, — тенӗ Зеб, ҫыхса пӗтернӗ чухне, — эпир ҫак тӗлӗшрен хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те турӑмӑр, халӗ чирлӗ ҫынна епле тӑрантарасси ҫинчен шухӑшлас пулать. Женя савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те Тимура мӗн пур вӑйӗпе ыталаса илсе чуп турӗ. Ытла ӗҫсе кайса шӑнса вилчӗ. Ҫавӑнтан вара ҫав ҫынна тавӑрасси ҫинчен шухӑшламасӑр манӑн пӗр кун та иртмен. Эпӗ хам кӑмӑлӑма та, хӑтланчӑшӑма та: ӗнтӗ мӗн пулӗ-ха, тесе шайлатӑп та, чӗреме нимӗн те перӗнмест. Алӑксене иккӗшне те йӑлтах пӗр пек тунӑ. Ну, ҫамрӑк ҫын, паллах, ашкӑнать. — Кам вӗлерчӗ? Атьӑр-ха кун ҫинчен калаҫар, — терӗ. Кунта, Дик Троси! Тюо — тӳрӗ кӑмӑллӑ та ӑслӑ ҫын. Хӑҫан ҫутӑлма пуҫлать-ха!» — вӗрипе пӗҫерекен пулса кайнӑ минтерсем тӑрӑх пуҫа енчен енне ывтӑнтарнӑ май та тутасене ӑшран кӗскен те йывӑррӑн тухакан хам сывлӑшах мӗнле вӗтеленине туйса, шанӑҫсӑррӑн шухӑшлатӑп эпӗ… Вӑрӑ-хурах. Эпӗ вӗсене хам мӗн курни ҫинчен каласа кӑтартсан, вӗсем мана питех те ӗненместчӗҫ, анчах пурте хӑрушӑ юмахсене, арпашса пӗтнӗ историсене юрататчӗҫ; ватӑлнӑрах ҫынсем те шухӑшласа кӑларнӑ япалана тӗрӗссинчен маларах хуратчӗҫ, калавра мӗн чул фантази ытларах, ҫавӑн чул ӑна ҫынсем тӑнласарах итлесе лараҫҫӗ. Вӑл хӑй тӗллӗн вӗреннӗ художник пулнӑ, художник ӗҫӗн правилисемпе законӗсене учительсӗр, шкулта вӗренмесӗр, хӑй тӗллӗн, хӑйӗн чунӗпе кӑна пӗлсе ҫитнӗ, ӗмӗрех картинӑсене лайӑхрах тӑвас кӑмӑлпа пурӑннӑ, хӑй ӑҫталла кайнине пӗлмесӗр чӗри кӑтартнӑ ҫулпа малалла пынӑ; вӑл хӑй тӗллӗнех ӗҫлеме вӗреннӗ тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗри пулнӑ, ун пеккисене хӑйсен ӗмӗрӗнче пурӑнакансем «ним пӗлмен ҫын» тесе вӑрҫаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсене хурланӑшӑн тата ӗҫ ӑнманнишӗн кӳренсе тӑмаҫҫӗ, ҫӗнӗ вӑйпа тата хавхаланарах ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ, чӗрисемпе вара «ним пӗлмен ҫын» тесе хурлама май панӑ произведенисенчен нумай аякрине кураҫҫӗ. Юлашкинчен, нумайччен кӗтнӗ присяжнӑйсем умлӑ-хыҫлӑ утса кӗчӗҫ те хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнчӗҫ. Пӗр ик-виҫӗ минутран шап-шурӑ хуралса кайнӑ салху Поттера илсе кӗчӗҫ. Унӑн сӑн-питӗнче вӑл хӑраса ӳкни, пӗтӗм шанчӑка ҫухатни палӑрса тӑчӗ. Ӑна сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ: пӑхас текенесем пурте пӑхчӑр тесе, ӑна курӑнмалли вырӑна лартрӗҫ. Ҫавӑн пекех курӑнмалла вырӑнта тата Джо индеец ларать. Вӑл яланхи пекех нимӗн пӑшӑрханмасть, канлӗ. — Эпӗ хулана пӗлетӗп. Тӳрӗ пичӗ ҫинче вӑйпа хӗсӗнтерчӗ кӑларнӑ шупка кулӑччӗ, калаҫасса вӑл, хайне яланчӑкла тытасшӑн тӑрӑшрӗ пулин те, йӑпӑлчаклӑрах, ҫураҫтаруллӑ сасӑпа калаҫрӗ: — Ирӗк парсамӑр, господасем… пӗрле компани тумашкӑн. Эс ху патӑнта пӑлхавҫӑсене пуҫтаратӑн, тен ҫав кӗтӳҫе те хӑвах пытартӑн пуль-ха. «Дункан» асӑнман ҫӗртен Ҫӗнӗ Зеланди шывӗсем ҫине мӗнле килсе ҫакланни паллӑ пулчӗ; тӗлӗнмелле ҫӑлӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем халӗ часрах каютӑсене кӗрсе канма, унтан ирхи апат тума шутлаҫҫӗ. Маларах сирӗн пулнӑ, халӗ никамӑн та мар Раиса. Апла эппин, мӗне кирлӗ вӗсем? Ҫынсен пуҫӗсем пучахсем пек сулкаланса тӑчӗҫ. Сизов карттусӗпе сывлӑшра сулса илчӗ, хулпуҫҫине хускаткаларӗ те пуҫне усрӗ. Пирӗн шутпа, суднона тӗне кӗртнӗ чухне мӗнле ят панӑ, вара яланах ӑна ҫав ятпа чӗнмелле. Эпир «Кассандра», ятне улӑштармарӑмӑр, вӑл вара Инглэнд Индин вице-корольне тытнӑ хыҫҫӑн пире Малабартан киле ҫитичченех ӑнӑҫлӑнах илсе ҫитерчӗ. Ҫул ҫинче арҫынсене кирлӗ хатӗрсене хатӗрлеме ҫӑмӑлтарах пулчӗ: Гленарван, Роберт, Паганель, Джон Мангльс, Мак-Набс, Вильсон тата Мюльреди валли Австралинчи тӗреклӗ лашасене ҫичӗ лаша туянчӗҫ. Асӑннӑ ҫынсем хальхи экспедицинче те Гленарванпа пӗрле пулаҫҫӗ. Парада вӗсене ҫарауран илсе тухнӑ. Корчагин вӑл вӑхӑтра таҫта ӗҫпе ҫӳренӗ пулнӑ, вӑл ҫук чухне бюро Развалихина района янӑ. Ҫӗр шапарса кайрӗ. Кулаксем тырӑ парса татайман-ха. Вӗсем аран-аран сад вӗҫне утса ҫитнӗ. — Мӗншӗн ҫурран ятӑр-ха! — тесе пӳлтӗм эпӗ ӑна. — Мана кунта ертсе килнӗшӗн спаҫҫибӑ сана, Федот Демидович, — терӗ Давыдов, ун пӗчӗк аллине ҫитӗннӗ ҫыннӑнни пекех чӑмӑртаса! Ку вӑл темле ӑнсӑртлӑхсем те сиксе тухма пултаракан моряк ӗҫне хатӗрленсе ҫитмелли чаплӑ май. Вӗсем ҫине пӑхса эпӗ, тӗнчере философсем хӳтӗлемесӗр тӑма пултарайман айванла шухӑшсем пулма та пултараймаҫҫӗ, тесе ҫирӗплетекен авалхи сӑмах чӑнласах тӗрӗс пулнине ӑнланса илтӗм. Эсир унпа питӗ те пӗр пек вӗт… 7) Малалла Конституци проекчӗ ҫумне ҫапла хушав пур, вӑл Национальноҫсен Советне депутатсене, Союзӑн Советне суйланӑ пекех, тӳрех суйлама сӗнет. Санин «ӗҫ ҫинчен каласа пама» тытӑнчӗ — урӑхла каласан каллех, иккӗмӗш хут ӗнтӗ, хӑй именийӗ ҫинчен калама пуҫларӗ, анчах халӗ вӑл ҫутҫанталӑк илемлӗхӗсене тӗкӗнмерӗ тата вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, хӑй илсе кӑтартакан фактсемпе цифрӑсене ҫирӗплетсе памалла чухне, куна Полозов та пӗлет тесе ӗнентерчӗ. Сухарирен кӑштах табак шӑрши кӗрет имӗш, тупнӑ тӗлӗнмелли япала! Чи малтанхи юнлӑ ӗҫ манӑн ун ҫинче пулмаллаччӗ. Яков Шапошников больницӑра выртни ҫинчен пӗлсен эпӗ ӑна курма кайрӑм, анчах унта чалӑш ҫӑварлӑ, куҫлӑх тӑхӑннӑ, шурӑ тутӑр ҫыхнӑ, ун айӗнчен пӗҫернӗ пек хӗрлӗ хӑлхисем усӑнса тӑракан мӑнтӑр хӗрарӑм мана типпӗн кӑна: — Вилчӗ, — терӗ. — Старик сана мӗн чышкӑ кӑтартать вара? — ыйтрӗ Майданниковпа юнашар ларакан Антип Грач. Малтан эпӗ ҫавӑн пек ятлаҫнисенчен хӑраттӑм, пуринчен ытла эпӗ пӗрре хӑраса ӳкрӗм: хуҫа майри столовӑйри ҫӗҫҫе илсе клозета чупса кӗрсе карӗ те, икӗ алӑкне питӗрсе лартса унта тискеррӗн ҫухӑрма тапратрӗ. — Мӗн пулнӑ сана? — терӗ ман патӑма пынӑ Володя; эпӗ мӗн туни ӑна хӑратрӗ те, тӗлӗнтерчӗ те. — Эп санпа калаҫмастӑп. — Ҫук, сударыньӑ, вӑл вӑхӑтсем иртсе кайма пултараймаҫҫӗ. Ҫав хушӑрах: — Телей сирӗн, Лопухов юлташ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Англи ҫынни уҫнӑ ҫӗршывсем пурте король аллинче пулмалла имӗш. Унӑн ашшӗ — ҫӗр улпучӗ, ман аттен кӳршиччӗ. Вӑрӑм коридор тӑрӑх вӗсем алла-аллӑн тытӑнса хуллен ҫеҫ утрӗҫ, Николай Антоныч пӗр минутлӑха ҫеҫ чарӑнса тӑчӗ. Ӑна капмар хурҫӑран тунӑ иккӗмӗш ҫавра спиральпе ункӑланӑ, вӑл икӗ еннелле — хирӗҫле — тӑсӑлать; ку — буфер. Планетӑсен хушшинче вӗҫекен дирижаблӗн тулаш сӑн-сӑпачӗ ҫакнашкал. — А-а, Егор Никола-аич! — юрласа илчӗ Христофор атте, — Ломоносов господин! — Мӗн хӑяматне туртас килет сирӗн, — терӗ вӑл, эпӗ туртни йӗрӗсем ҫине пӑхса. Мунча, тетӗп. Кун нӳрлӗ те пӗлӗтлӗ пулнӑ, анчах сивӗ пулман, вӑл утса тухнӑ улӑх ӑна нихҫанхинчен илемлӗ пек туйӑнчӗ. Анчах та ӑҫти ҫук примус, юри кутӑна пенӗ пекех, ҫунасшӑн пулмарӗ, пирӗн вара ирӗксӗрех примуса часах чӗртсе яма кирлӗ мар пек кӑтартма тӳрӗ килчӗ. Ирпе, кӑвак шуҫӑм килнӗ чухнехи сивӗ тӗттӗмлӗхре, эпӗ унпа пӗрле ыйӑхлӑ купецсен урамӗ Ильинка тӑрӑх, пӗтӗм хула урлӑ Анатри пасаралла утатӑп; унта Гостинӑй дворӑн иккӗмӗш этажӗнче лавка вырнаҫнӑ. Чӗтрекен алӑсем, кӗлетке йывӑрӑшне йӑтса пыма пултараймасӑр, хуҫлана-хуҫлана анаҫҫӗ. Ҫак ӗҫ маншӑн епле кирлине пӗле-тӑркачӑ эсир манран кулатӑр. Тандиль сьерри, ҫӑра курӑкпа витӗннӗ гнейс сӑрчӗсемпе пӗрлешсе, ҫурункӑ пек пулса ҫавӑрӑнать. Даша инке яра кунах корзинкӑна кукӑльсем тултарнине курман пулсан, эпӗ ҫак корзинка пирки ӑҫтан тупӑнчӗ-ши, тесе тӗлӗнме те пултарнӑ. Ара Энска вӗт эпӗ пушӑ алӑпах пырса кӗтӗм. Эпир ҫитнӗ ҫӗре Катя вагон пусми ҫинче тӑратчӗ, Бубенчиков карчӑксем унпа пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех калаҫаҫҫӗ: «Ҫул ҫинче ан шӑн, япаласене ан вӑрлаттар, площадка ҫине ан тух, ҫитсенех телеграмма ҫаптар, ҫырусем ҫырсах тӑр», — теҫҫӗ вӗсем. Пӗлейместӗп, нигилисткӑсемех пулнӑ-и тен вӗсем, анчах та, манӑн шутпа, кулӑшла муфтӑллӑ, шнуроклӑ тилӗ кӗрӗкӗ тӑхӑннӑ карчӑксем ҫеҫ вӗсем. Ҫав самантрах, харӑсах — Лосьпа Гусев унӑн ал тупанӗ ҫинче шурӑ-симӗсрех, тӗтреллӗ шарик курчӗҫ, — вӑл калӑпӑшӗпе пысӑк пан улми пекрех. «Виват!» Ҫук, тусӑмсем-юлташӑмсем, вилӗмрен хӑтӑласси пулас ҫук ӗнтӗ манран! Ҫав вӑхӑтрах шыв ҫинче, ҫутӑ ӳкнӗ тӗлте, хӑрушӑ пит — этем пичӗ, шӑлне шап-шуррӑн йӗрсе пӑрахнӑскер, курӑнса кайнӑ. Ҫак хӑмана шерте ҫине ҫапрӗ, шертине хӳшӗ умне, унран виҫ-тӑватӑ утӑма, лартрӗ. Паллах, юратса кайнӑ; ку кун ҫути пекех паллӑ. Анчах хальхинче вӑл акӑ теплушкӑран ачасене епле ҫӗклесе кӑларни ҫинчен каласан, чӑтаймасӑр макӑрса ячӗ. Вӗсем, нимӗн урӑххипе интересленмесӗр, Дунайӑн сулахай ҫыранӗ ҫинелле пӗр хумханмасӑр персе тӑраҫҫӗ. Ӑҫта кайса кӗме пултарнӑ-ха вӑл, антихрист? Пӗтӗм этемлӗхӗн ыйтӑвне татиччен малтан е арпашнӑ проблемӑсене сӳтиччен малтан хамӑр сӑнчӑрсене татса касмӑкран тухмалла… Вӗсем тӳрех пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Гусев каяс вӑхӑта Маша вилӗмле тунсӑхпа кӗтет. Пӗр сехетрен эпир пӗр пин чалӑш кайса икӗ пин фут аялалла антӑмӑр. Хӑнасене Широкогоров ирӗксӗрех тенӗ пек дегустаци пӳлӗмне илсе кӗчӗ. Салтаксем пӗр-пӗринпе тӗрентерсе хунӑ пӑшалӗсем таврашӗнче лараканни ларнӑ, выртаканни выртнӑ. «Ландия! — Стоп, сылтӑмалла! Мексиканка ӑна тӑшман пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа Тарӑ ҫапӑҫма хатӗр пулса, Фелимпа пӗрле хӳшӗ алӑкӗ умне тӑрать. «Тен, ку эпӗ хам пассивлӑ пулнӑран пулӗ? Хрусталь пек шыв юххине кӗрсе кайичченех лаша чарӑнмасть. Ҫавантан вара эпир пӗрре те уйрӑлман. — Епле вара, вӑл сана тупаймарӗ те-и? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ Огнянов. Эпӗ халь Усть-Хоперскине пӗр ӗҫпе каятӑп, ӗлӗк пӗр полкра пулнӑ ҫын тесе, ҫула май, сан патна кӗтӗм. — Ҫапла, илтрӗм. Ҫав вӑхӑт ҫитиччен пирӗн хамӑрӑн пӗрлешӗве пӑсмалла мар. Ӑна Николаевски батарея вучӗ ҫутатса тӑчӗ. — Ҫук, Юрий, эсӗ ухмаха ернӗ, — терӗ арӑмӗ, хӑраса ӳксе. Хӑй тӗрӗс мар каланине вӑл Стефчов пӑхса илнинченех сисрӗ, аптраса ӳкрӗ, енчен енне шанчӑксӑр тинкерчӗ. Анчах кун пирки шухӑша илме те ҫук-ха, шурӑхнӑ сӑнарлӑ та ытла ҫавра куҫлӑ Ромашкӑна хӑйне аса илсенех чӑннипе вӑл мӗнле ҫын иккенне пӗлме пулать. Татах мороженӑй илсе ҫирӗм эпӗ, мана мороженӑй паракан хӗр виҫҫӗмӗш порци те илнӗ чух ахӑлтатса кулса ячӗ, эпӗ ҫапла мороженӑй нумай ҫини ун кӑмӑлне питӗ кайрӗ пулмалла, куҫкӗски патне пырса ҫӳҫне тӳрлеткеле пуҫларӗ. Ҫук, ун пек ӗҫе Ромашка нихҫан та, ниепле те пӗр ҫывӑх курнипе ҫеҫ туман пулӗччӗ. — Кусемпе аллӑ ултта та ҫитрӗ! — терӗ Роберт. — Ну, Морган, — тесе ҫилессӗн ыйтрӗ Тӑсланкӑ, — ҫав Хура… мӗнлеччӗ-ха… Хура Йытта хӑҫан та пулин курнӑ-и эсӗ? Вӑл Антипӑн ывӑлӗсене черетсӗрах салтакпа пачӗ вӗт, пӳтсӗр ултавҫӑ, йытӑ, каҫарах турӑ манӑн ҫылӑха! Хуйхӑрнӑ чух мӑнкӑмӑллӑх е кӑмӑл хуҫӑлнӑ пек, е телейсӗр пек, е ҫирӗп ҫын пек кӑтарттарасшӑн; ҫак киревсӗр кӑмӑла эпир йышӑнмастпӑр, анчах вӑл нихҫан та — чӗрепе хуйхӑрнӑ чухне те — пиртен хӑпа пӗлмест, хуйхӑн вӑйне, тивӗҫлӗхне тата чӑнлӑхне чакарать. Ҫапах та Тускубӑн хурҫӑ сасси пӗр чарӑнмасӑр мӑкӑртатать. Пӗтӗм ҫак арӑш-пирӗшлӗхе касса-ҫурса янӑрать, унпа хуҫаланать. Ӑна дачӑри ҫынсем халех пурте вӑранас пек, кӗрен кӗпеллӗ тӗксӗм дворник чупса килес пек, ҫухӑрашу, ҫуйхашу пуҫланас пек туйӑнчӗ. Персе пӑрахатӑп! — аслати пек янраса кайрӗ унӑн сасси сад тӑрӑх. Акӑ ӗнтӗ унтанпа ҫирӗм ҫула яхӑн иртрӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте эпир ҫӳренӗ вырӑнсем пекех туйӑнать. Пурӑнмалли суртӑн пӗрремӗш хутӗнче ҫутӑ та пысӑк пӳлӗм пур, тин ҫеҫ сӑрланӑ стенасен тӑрӑхӗпе вӑрӑм тенкелсем тата пӗр вунӑ табуретка лараҫҫӗ, икӗ сентре ҫинче шурӑ фаянсран тунӑ савӑт-сапасем, тап-таса та ҫап-ҫутӑ каструльсем тата ирӗккӗнех ҫирӗм ҫын ларса апатланмалӑх вӑрӑм та сарлака сӗтел пур. Хуҫи кровать ҫине ларнӑ та темиҫе хут каланӑ: — Тур ҫырлах, мӗн тӑвас-ши? Пӗр эпӗ ҫылӑхлӑскер ҫеҫ мар… ҫӑпаталлӑ ытти хресченсем те тӗнче тӑрӑх нумайӑн тӗрӗслӗх шыраса ҫӳреҫҫӗ… ҫапла ӗнтӗ!.. Ҫаксене пурне те вӑл Катьӑна ҫилентерсе ярасшӑн ҫеҫ тунине эпӗ ҫийӗнчех ӑнланса илтӗм. Хамӑр юлашки хут курнӑранпа вӗсен сӑн-пичӗсем те улшӑннӑ: Аркадий лӑпкӑрах курӑнать, Катя чӗрӗрех те хӑюллӑрах. Макарӗ ҫинчен вӑл уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех шухӑшлама пӑрахрӗ. Эпӗ, хирӗҫлеместӗр пулсан, ҫӳлти икӗ пӳлӗме илетӗп, — терӗ вӑл, ҫуртӑн шӑпине татса парса. «Эсир тин кӑна тӑтӑр-и мӗн?» Сирӗн йышши ҫынсем партие кирлӗ мар. Джеммӑна пӗлтерме васкарӗ вӑл. Лось ҫине пӑхса пуҫне сулларӗ. Яков Шумов чун ҫинчен, кукамай пекех, асӑрханса, сахал та калаҫас килмен пек калаҫатчӗ. Пӗрремӗш, интеллигенцин составӗ улшӑнчӗ. — Вӑтӑр пилӗк процент тухать… жулик йӗкӗт!.. Кӗҫӗрхи каҫ трактира ҫаратнӑ вӑрӑ-хурахсем, хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫав тери хӑюллӑ ҫынсем, судно ҫине юлнӑ вӑрӑ-хурахсем, паллах ӗнтӗ, мула тытса илес тесе, май килнӗ таран пурне те тӑваҫҫӗ. Ан тӗлӗнӗр, ку юнтарни тесе те, эпӗ ухмаха тухнӑ тесе те ан калӑр мана — пурте пулма пултарать — анчах: эпӗ килӗшетӗп, тесе ҫеҫ калӑр! Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ. — Ман ҫулсенче-и? Сирӗннисемех пуль ӗнтӗ! — терӗ Корсунова иккӗленмесӗр. Тӗттӗм алкумӗнче пирус чӗртнӗ вӑхӑтра Давыдов Нагульновӑн ҫав кун тӗксӗмленсе кайнӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тинкеререх пӑхрӗ, вара ҫапла каларӗ: — Эсӗ, Макар, ахалех пире ҫилленетӗн, факт! Юлашки операцинчен ҫӑлӑнса тухнӑ, юнсӑр тӑрса юлнӑ Корчагин хӑй текех лазаретра выртма пултарайманнине ӑнланса илчӗ. Грант капитанӑн хастарлӑ ывӑлне кӑкӑр ҫине тытса чӑмӑртамашкӑн индеец черечӗ ҫитрӗ. Сержант, батальона ертсе пыма сире хушатӑп. — Чӑнах та, ҫӗлен. Шкулта пӗрле вӗренекен итальянка тантӑшӗсем ӑна Джемма тесе чӗннӗ. «Хамӑн куҫӑмсемпе куртӑм, штурман господин! Аркадий ҫаксене пурне те асӑрхарӗ, анчах ку асӑрхӑва хӑйӗн ӑшӗнчех усрарӗ. Шурочка ҫывӑракан пӳлӗмӗн чӳречи уҫӑччӗ, — вӑл картишнелле тухать, тата ҫутӑ та ҫук. Ҫавӑнпа сирӗн величество умӗнче ӑна хӑвӑр пата ӗҫе илсе, ӗлӗкхи пекех мана пӑхса тӑракан няня тата ӑса вӗрентекен ҫын вырӑнне хӑварма ыйтатӑп, терӗм. Ну, каллех ҫаклантӑм эпӗ; каллех пыра чӑх шӑмми лартма, каллех шухӑшлама лекрӗ. Вӑл ӗнтӗ виҫӗ хутчен Павелпа курнӑҫмашкӑн ирӗк ыйтма кайрӗ, анчах кашнинчех жандарм генералӗ, йӗпкӗн хӗрлӗ питлӗ те мӑн сӑмсаллӑ старик, ачашшӑн калаҫсах ирӗк памарӗ. — Евгений! — терӗ вӑл юлашкинчен: — ывӑлӑм, ылтӑнӑм, савнӑ ывӑлӑм… Ку таврара вӑл банкӑсем лартма, чугунсем ӳпӗнтерме, сикнӗ шӑмӑсене вырнаҫтарса лартма пӗлнипе, вӗрсе-сурса юн кӑларма та юн чарма пултарнипе тата чӑлха ҫыхмалли тимӗр йӗппе ача пӑрахтарма ӑста пулнипе питех те паллӑ карчӑк. Унӑн кӑвак-хӗрлӗ, кӳпшесе кайнӑ пичӗ чӗтресе тӑнӑ, аялти тути усӑнса аннӑ; ашшӗшӗн ҫынсем умӗнче те намӑс пулнӑ. Мӗнле ҫывӑртӑн, мӗнле кантӑн? Оля хӑйӗн ҫинчен сахал ҫырнӑ, анчах та вӑл аслӑ хула ҫинчен, вӑл ҫӗнӗрен чӗрӗлме пуҫлани ҫинчен, кунта ҫӗршывӑн пур кӗтессисенчен те пынӑ хӗрарӑмсем, хӗрсем, ҫамрӑк ачасем вӑрҫӑ хыҫҫӑн юлнӑ подвалсенче, дотсенче, блиндажсемпе бункерсенче, чугун ҫул вагонӗсенче, фанертан тунӑ бараксенче, ҫӗрпӳртсенче пурӑнса хулана юсани, ӑна ҫӗнӗрен туни ҫинчен ҫав тери хавасланса каласа панӑ. Мӗскертен хӑранӑ-ши вӗсем? Ан ятлӑр мана, комитет пухӑвне пыманшӑн: сывлӑхӑма пула ҫӳресех каяймарӑм, тата… — Комитет пирки ан калаҫӑр-ха! Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫав ҫын урӑх вырӑна тухса кайсан аслӑрах пулать, мӗншӗн тесен вӑл пурпӗр хӑй мӗн ӗмӗтленнине тума пултараймасть. Юлашкинчен, вӑл йывӑррӑн сывласа хӑй ларнӑ вырӑнтан тӑнӑ та теттӗмелле утнӑ. Пӗри ҫине тӑрсах вилӗ эрешмене тапӑнчӗ, лешӗ хӑйӗнчен пилӗк хут пысӑкрах пулин те, вӑл ӑна йывӑҫ вулли тӑрӑх ҫӳлелле сӗтӗрсе кайрӗ. Пысӑк пӗрене ҫӗклесе, платниксем «Дубинушка» юрлаҫҫӗ, ҫамрӑк сасӑ янӑравлӑн тӑсса ярать: Марье патне Захар чупнӑ, Марьене питрен хыт ҫупнӑ. Вӑл куҫӗсене уҫрӗ те, ҫутӑ шарса янипе вӗсене ҫавӑнтах каялла хупса хучӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир аннӑҫемӗн шалалла анса пырӑпӑр. Курӑнӗ унта, ну, ҫапла-и? Ӑна курсан Мюльреди пӗр хулӑм кӑна турат хуҫса илсе каймана пӗрре ҫапнипех хӳрине амантрӗ. — Унсӑр пуҫне, — терӗ малалла Дик Сэнд, — кӑткӑ йӑви шанчӑклӑ хӳтлӗх пулчӗ пулсан, тен, пӗр талӑк та тӑрӑпӑр-ха кунта. Вӑл кӗтесре, арча ҫинче, хӑйне псалтырь вулама черет ҫитессе кӗтсе ларнӑ, псаломсенчи хӑй пӗлекен сӑмахсене аса илсе, вӑл каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ. Грант капитан ҫак харсӑр хӗрарӑмпа унӑн упӑшки тата вӗсен тусӗсем умӗнче питех те пысӑк парӑма кӗчӗ! Тен пӗтӗмӗшпех пӗтмен-тӑр. Пӗррехинче, каҫхине, правленирен таврӑннӑ чухне, вӑл алкумӗнче шӑппӑн пӑшӑлтатса калаҫнӑ сасӑсене, тытӑнчӑклӑн лӗхлетсе кулнине илтрӗ, темӗн йӑшӑлтатнине асӑрхарӗ. — Пичӗшӗ е шӑлнӗ пулӗ? Том пӑртак шухӑшласа пӑхрӗ те ҫапла каларӗ:— Ав ҫавӑнта… Хайхи ҫурта… ҫавӑнта, усалсем тухнӑ ҫӗре. Вильсон пуринчен малтан утрӗ, ун хыҫӗнчен карталанса пыракан юлташӗсен ун йӗррипе кӑна пырасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Беженецсем, каҫ пулнӑ пулин те, ҫаплах-ха яла таврӑнаҫҫӗ. Часах вӑл та ҫитрӗ. Асап куракан ҫынна ҫӗр шутсӑр вӑрӑм пек туйӑннӑ, вӑл тул ҫутӑласса кӗтсе ывӑннӑ. Унӑн хӑйӗн темле тупсӑмлӑ, эпир чухлама пултарайман шухӑшсем пулнӑ курӑнать. Анчах ҫавӑнтах тӑлӑха юлнӑ хӗрарӑмсем иккешӗ те пӗр-пӗрин ытамӗсене пырса ӳкрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑличчен макӑрчӗҫ. Ҫапӑҫусем чарӑннӑ вӑхӑтпа усӑ курса, Крымран Врангель шӑвӑнса тухнӑ. Республика Польша фронтӗнче хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса ҫапӑҫнӑ хушӑра Врангель полкисем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, Днепр тӑрӑх, Екатеринослав кӗпӗрни енне хӑпараҫҫӗ. — Эхер те патша пулсассӑн, эпӗ яланах спаржа ҫимеллеччӗ! — хавассӑн каласа хучӗ вӑл, ҫумӑр курӑкӗ илсе килсе парсан, куҫа шартмаллах шурӑ та хытӑ салфеткӑна тужурка ҫухи ӑшне тарӑнтарах чикнӗ май. Ирхине, вунпӗр сехет тӗлнелле, Карлсбрук текен чылаях пысӑк хула курӑнчӗ. — Женя, макӑратӑн-им эс? Елена пуҫне чикрӗ. — Этем пуҫ шӑммиех, пичче! — терӗм ӑна хирӗҫ эпӗ, унран та сахалах мар тӗлӗнсе. — Кам кӗтме пултарнӑ-ха ҫакна? — тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ. Вӑл сарлака та шатра питлӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ сӑнлӑ. — Кам суять? Ку хурҫӑран тунӑ ҫӗҫӗ… — Хӗн те ӗнтӗ, шӑллӑм, — тенӗ вал Мухортыя, — анчах мӗн тӑвас-ха, туртӑн! ну, ну, кӑшт! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл. Манӑн хамӑн та, ун патне е сквайр патне кайса, халӗ пулса иртни ҫинчен каласа кӑтартмалла пулать. Симурден чӗнсе каланине хирӗҫ икӗ теҫетке пуля ответлерӗҫ. Вӑл куҫхаршисене епле ҫӗклентернинчен, йывӑррӑн сывланинчен, сӑмсине пӗркелентернинчен кӑна ӑна калаҫасси йывӑр ӗҫ пулассине, Санин ун чӗлхине канӑҫ парӗ-ши е калаҫас ӗҫӗн йывӑрлӑхне хӑй ҫине илӗ-ши? тесе вӑл кӑштах пӑшӑрханнине курма пулнӑ. Врач вилекен ҫын ҫумне ҫӗр ҫине ларчӗ те, унӑн пуҫне хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ. — Ҫав ҫын — Планшено, ӑна тепӗр майлӑ Король Чӗри тесе чӗнеҫҫӗ. — Кам ҫапкаланса ҫӳрет кунта? — Нижние кайӑпӑр-и, е Хусана-и? — Кӗрленкӗ патӗнчи «Лутра пукан» тӗлне ҫитесси кӑна, — терӗ Соколов. Капитан пӗр тӗрекӗ ҫинчи кнопкӑна пусать те ҫӳлтен анакан ҫӑмӑл дюралюмини картлашка тӑрӑх хӑпарать, унтан алӑка хӑйпе пӗрле илсе килнӗ ҫӑраҫҫипе уҫса, ракета ӑшне кӗрет. Н. хулинче фронтпа тыл килти пекех ҫывӑхчӗ, кунта вара ҫавӑ ҫывӑххи тата ытларах палӑрса тӑратчӗ, мӗншӗн тесен Полярнӑйри пурнӑҫ хӑй те кунта кӑткӑсрах та пуянтарах. Феничка хӗрелсе кайрӗ те, Павел Петрович ҫине пӑхса илчӗ. Коллеги регистраторӗ Почта станцин диктаторӗ. Тепӗр минутран алӑка шаккани илтӗнет. Вӗсене Кира та Вова тесе чӗнетчӗҫ, вӗсем Ион Петрович Лесков стрелочникӑн ывӑлӗсем иккен. — Хама Варламовпа танлаштарма манӑн пуҫ ҫавӑн пекех шӑтӑк мар-ха, — хӑй умӗнчи ҫынсем ҫине йӗкӗлтевлӗн кулса пӑхса хуравларӗ Соломон. «Ваше величество патшаҫӑм, вӗлерме ан хушӑр, каҫарсамӑр! Кӑшкӑрса вӑрҫни сывлӑша чӗтретсе ячӗ. — Робинзонсем, амӑш хӳри! — терӗ капитан. Чӗлхе вӗрсе пӗтерчӗ те вӑл, пӗчӗк лампа ҫутса, кӗлетрен пӗр сарӑлсах ҫитеймен сайра та вӗтӗ ҫулҫӑллӑ, шуранкарах та тачка курӑк туни илсе тухрӗ. Хула тавра ешерен садсен кӑвак талкӑшӗсем икӗ тӑвӑн ансӑр хушшине кӗмелли вырӑнта йӑсӑрланса тӑракан тӗтрене аса илтереҫҫӗ. Ту айккисенче уйрӑмах палӑракан пӗлӗтсен мӗлкисем сарлака та тарӑн ҫырма пек тӑсӑлаҫҫӗ. Базаров хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑнчӗ те, ун ҫине ҫисе ярас пек пӑхрӗ, вара, унӑн икӗ аллине те ярса тытса, ӑна сасартӑк хӑй кӑкӑрӗ ҫумне туртса илчӗ. — Вӑл хӑйӗн ури айӗнче ҫӗр пуррине туять, хӑйӗн ҫӗрӗ ҫук пулсан та туять вӑл — ҫӗр пур! Кунта, Ҫӗр ҫинчи пек, тухакан е анса ларакан Хӗвел ҫутипе илемленнӗ пӗлӗтсем ҫӳремеҫҫӗ, шыв ҫук пирки ӳсентӑранпа йывӑҫ-курӑк та ӳсмест. Хупӑнайман алӑк хушшинчен Корчагин кровать ҫинче темле самӑр хӗрарӑм выртнине, тӗрӗссипе каласан, унӑн хулӑм ҫара ура хырӑмне тата хулпуҫҫисене курчӗ. 2) Малалла Конституци проекчӗн 17-мӗш статйи пирки тӳрлетӳ пырать. Ҫакӑ ӑна йӑлтах картран кӑларчӗ: чикесӗр ачашлӑхпа ниҫта кайса кӗрейми хавхаланчӑк самантсем вӗҫӗ-хӗррисӗр хурлӑхлӑ кунсемпе улшӑнма пуҫларӗҫ. Вӑл темле ют ҫынна туйни е курни аякранах паллӑ. (Питӗ хавас, сударь, ҫавӑн пек распоряженисем партарӑр эппин) Антон Пафнутьич, хӑй француз чӗлхине кӑштах пӗлнипе савӑннӑскер, ҫийӗнчех хӑй ӑҫта ҫывӑрасси ҫинчен пӗлтерме кайрӗ. Кам аманӗ, вӑл тӳрех аялалла сирпӗнсе анӗ те пӗтӗмпех саланса кайӗ; пулине доктор кӑларӗ; ун чухне вара самантрах вилсе кайнине ӑнсӑртран ӳксе вилнӗ тесе ӑнлантарма та ҫӑмӑл пулать. Матроссемпе кочегарсем ӑна хисеплесе, ун умӗнче йӑпӑлтатса хӑтланаҫҫӗ, — вӑл вӗсене шӳрпе ӑшӗнче пӗҫернӗ аша паратчӗ, ял ҫинчен ҫемьисем ҫинчен ыйтатчӗ. Хуҫи кӑшкӑрнипе хурчка йӑшӑлтатса илчӗ те, кӑкарнинчен вӗҫерӗнесшӗн пулса, ҫуначӗсемпе ҫатӑлтаттарма тытӑнчӗ. Профессор вӑл, археолог. — Василий, эс килмене калаҫатӑн! — тенӗ Ежов, ун еннелле аллине тӑсса. Эпӗ тӗлӗкри пек ҫеҫ, пӗрмаях кӗмсӗртетнӗ сасӑ кӗрлесе тӑнине, гранит чулсем чӗтренсе тӑнине, пирӗн сулӑ тӑвӑл пек ҫавӑрӑнса улӑхнине астӑватӑп. Тавтапуҫ, тусӑм. Ҫав тискер кайӑксем пӗтӗм эстанцисене сехӗрлентерсе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем выҫӑ чухне мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем ҫине тапӑнма хӑраса тӑмаҫҫӗ, ҫапла вӗсем кӗтӳсене питӗ нумай ҫӗмӗрсе тухаҫҫӗ. Французне ҫаплах тупман-ха. Унтан вӑл каллех чарӑнса тӑнӑ: сасӑ каллех илтӗнсе кайнӑ, ҫывӑхрах илтеннӗ пек туйӑннӑ. — Ҫук… Вӑл яланах лӑпкӑн, тӳрӗ те ҫирӗп кӑмӑллӑ судья сассипе калаҫать, хӑрушӑ япала ҫинчен калаҫнӑ чух та лӑпкӑн, кӑштах хӗрхеннӗ пек пулса кулать пулин те — куҫӗ сиввӗн те ҫивӗччӗн йӑлтӑртатать. Сутӑ сӗтелӗ хыҫӗнче, хырӑмӗпе тӗртӗнсе, сарлака питлӗ те ҫаврака сухаллӑ тапчам ҫын, ахӑртнех, вырӑс пуль, тӑрать. — Эс кӳпсе тултарнӑ та — юрла. Ҫак самантра Андрейӑн ҫапӑҫу хирнелле пӑхса илес килчӗ, тем пек пӑхса илӗччӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха, тӑпра кӗнӗ куҫӗсене сӑтӑркаласа, траншӗйӑра хутланкаласа ларчӗ… Анчах халь ҫав суйланчӑк вак-тӗвексем илентерместчӗҫ-ха мана. Эпӗ Ромашка патне таврӑнтӑм. — Санӑн кунта ача-пӑча ҫи-пуҫӗ пур-и? — шӑппӑнрах ыйтрӗ Давыдов Яков Лукичран. Ӑнланма йывӑр пулӗ ҫав, эсӗ ытла та ҫамрӑк-ха. Сан ҫулсенче пулсан эпӗ хам та ӑнланайман пулӑттӑм. Эпир сана питӗ шеллетпӗр, анчах мӗн тӑвӑн-ха. Пирӗн чечче шатрипе чирлес килмест-ҫке. Ӑмӑрткайӑк пуҫне ҫӗклет те, тарӑннӑн сывласа илет, кимӗ ҫутине шыраса, тӗттӗмелле тинкерет. — Эпӗ кун ҫинчен пӗр ҫынна та калама! — тесе кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Юлашкинчен херача кӗписем курӑнма пӑрахрӗҫ, Том вара пуҫӗпех хуйха ӳкрӗ. Хуйхӑрса та шухӑша кайса, вӑл пушӑ класа кӗчӗ те асап тӳсмешкӗн хӑй вырӑнне кайса ларчӗ. Ермолай пирӗн пӑшалсене шӑлса типӗтет. Юлашкинчен вӑл, халтан кайнӑ тейӗн, аран илтӗнекен сасӑпа пуҫларӗ: — Ромочка, мӗншӗн эсир ҫакнашкал… халсӑр! Археологсем упранса юлнӑ ҫыру тӑрӑх пӗр-пӗр халӑхӑн историне, йӑлине тӗпчесе пӗлеҫҫӗ, тенине таҫта вуланӑччӗ эпӗ. Канашлусенче унта та, Коммунӑри пекех, чӗмсӗр те тӗреклӗ ҫынсем курӑнкаланӑ, вӗсем хӑйсем ҫумӗнче «миҫе кӗсье, ҫавӑн чухлех пистолет» чиксе ҫӳренӗ. Фламинго йӑвисем, касса татнӑ конус мӑйне килекенскерсем, пӗр вырӑнта пинӗ-пинӗпе шутланаҫҫӗ, вӗсем чӑн-чӑн пӗчӗк хула евӗрлех туйӑнаҫҫӗ. Ытти вырӑнсенче пур ҫӗрте те тенӗ пекех ҫатан картасем; пасар варрине чи пӗчӗк лавккасем вырнаҫнӑ; ку лавккасенче яланах пӗр михӗ шушкӑ, пӗр пӑт супӑнь, темиҫе кӗренке йӳҫӗ миндаль, пӑшал пульлисем, ҫитса пур, кунтах хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ пӗр хӗрарӑма тата пӗрмаях свайкӑлла вылякан икӗ приказчика курма пулать. Унӑн чи юлашки ӗҫӗ ҫак каҫхине шӑрпӑксем йӗпенни-йӗпенменнине тӗрӗслессипе сехет пружинине пӑрса хытарасси пулчӗ. Эпӗ университета вӗренме кӗнӗ хыҫҫӑн, вӑл мана университетра вӗрентмен предметсене вӗренме пулӑшса пычӗ. Сунара ҫӳреттӗмӗр, епле ытармалла мар ҫӗршывччӗ!.. Эпир ҫӗлӗк тӑхӑнасса та вӗсем пек, сылтӑмалла каҫӑртса тӑхӑнаттӑмӑр. Анчах пӗрре тем чухне, тӗттӗм каҫхине, эпӗ решеткесем йӑтса Кивӗ сенной площадӗнчи трактире пытӑм — трактир хуҫи юрлакан кайӑксене шутсӑр юрататчӗ, вӗсене час-часах манран илетчӗ. — Ҫук, Василиса Егоровна, — терӗ каллех комендант, хӑйӗн сӑмаххисем унӑн ӗмӗрӗнче пуҫласа пулӗ арӑмне итлеттерме пултарнине сиссе — Машӑн кунта юлма юрамасть. — Н… да, — терӗ вӑл юлашкинчен. Хӑш чухне ҫаплах калаттӑмӑрччӗ: «Пӑрах-ха, Тит, хамӑр хаклӑ совет влаҫӗн ҫулне пӳлсе ан тӑр! Йӗрке кӳмен пурнӑҫра та ҫавах… Унтан эпӗ патак ҫумне тутӑр ҫыхрӑм, ӑна шӑтӑк витӗр кӑларса тутӑра сулкалама тытӑнтӑм: ҫывӑхра кимӗ е карап пулсан, вӗсене систерме ӗмӗтлентӗм тата матроссене ещӗкре телейсӗр вилӗмлӗ ҫын пурри ҫинчен пӗлтерес, терӗм. — А! — терӗҫ харӑсах кил хуҫипе Сергей Николаевич. — Ҫав лайӑх та… Укҫасене яланах усал тухалакан ҫуртсем айне, е утрава е пӗр-пӗр турачӗ ытти туратсенчен вӑрӑмрах тухса тӑракан хӑрӑк йывӑҫ айне алтса чикеҫҫӗ. — Нимле те мар, — хирӗҫ тавӑрчӗ старик. Радӑн савас кӑмӑлӗ сӳннӗҫемӗн сӳнсе пынӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Ман ҫинчен элеклесе пама юратакансем, манӑн чыслӑ хуҫам манашкал этем умӗнче ҫакнашкал ыр кӑмӑллӑ та сӑпайлӑ пулма пултарайман тесе ҫирӗплетме те хӑйса илӗҫ. — Ҫапла, эпӗ кайнӑ пулӑттӑм, — терӗ Володя, ҫан-ҫурӑмӗпе ӗнси ҫине сивӗ тар тапса тухнине туйса илсе. Таҫтан пӗр пӗчӗк ҫынна шыраса тупрӗ, вӑтам ҫулхи, хура та вараланчӑк питлӗскер, ҫӗтӗк чавсаллӑ тӗттӗм чакӑр сукнаран ҫӗлетнӗ сюртукпа ҫӳрекене. Характерӗ питех мар унӑн, йӗплӗрех, ҫапах та халь вӑл пире ырӑ тӑвать. Пӑх-ха, мӗн пур унта. Пӗлтӗм, туйса тӑтӑм… Пурте кунта, такама хӑваланӑ пек, е такамран тарнӑ пек, хӑвӑрт чупать, хӑвӑрт иртет. Халӑх мӗн чухлӗ тата! Сӑнӗсем те темле вӗсен: е хуп-хура, е сарӑ, е хӗрлӗрех. Кунта питӗ сивӗ, хаяр ҫил витӗр касать, эпӗ халтан кайрӑм. Анчах та эпӗ вӑрмансем тӑрӑх ҫӳреме хӑнӑхнӑ, ҫула хӑш-пӗр йывӑҫсен тураттисем мӗнле вырнаҫнинчен, ун ҫулҫисем хӑш еннелле ӳснинчен, тавралӑх сӑн-сӑпатӗнчен е тӑпра тӗсӗнчен, эсир асӑрхаман нумай ытти вак-тӗвекрен тупатӑп. — Тен, эсир ҫакна астуса илӗр? Фабрикӑпа юнашар кам пурӑнать вара халь? Вӗсем пушӑ пӳртӗн алӑкӗ умӗнче ҫулпуҫӗ мӗн хушассине кӗтсе тӑчӗҫ. Сана пирӗн ҫумма хутшӑнма вӑтӑр секунд вӑхӑт паратӑп, — терӗ вӑл. Пирӗн матроссенчен тахӑшӗ, те усал тӑвас шутпа, лоцмансене эпӗ ют ҫӗршыв ҫынни тата аслӑ ҫулҫӳревҫӗ пулни ҫинчен каласа панӑ. Лоцмансем вара ҫакӑн ҫинчен таможня чиновникне каласа панӑ та, вӑл мана ҫыран ҫине тухсанах тӗплӗн ухтарчӗ. Унӑн туйӑмӗнче эсир ҫӗнӗлле ҫырнӑ романӑн геройӗ пулса тӑтӑр… Вӗсем мана: «Эпир унсӑрах выҫӑ ларатпӑр», — теҫҫӗ. — Вӑл тӗрӗс, мистер Стумп. Павел апата йышӑнмарӗ. Анчах шухӑшлани ахалех пулчӗ: такам пырса ларнипе качалка ҫӑтӑртатрӗ. Пурте «урра» кӑшкӑрса ячӗҫ, хӑйсен черккисене Саньӑннипе перӗнтере-перӗнтере илчӗҫ. Унтан сасартӑк ҫатмине шӑршласа пӑхрӗ те хуралсах карӗ, ҫатма аврине ҫӗрелле персе уласа ячӗ: — Ай туршӑн та, ҫатми ҫулӑскер вӗт, таса марскер, эпӗ ӑна типпе тухсан, тунтикун хӗртсе ҫунтармарӑм вӗт, тур-тур-тур! Вӑл ҫав тери хытӑ хуйхӑрнӑран урӑх япаласемпе аппаланма пултарнине пытарма кирлӗ мар тесе шутланӑ: вӑл ҫавнашкал шухӑш пуҫа мӗнле пырса кӗнине те ӑнланман пулӗччӗ. Миките тилхепене пӑрахса ҫуна ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе аннӑ та мӗншӗн чарӑнса тӑнине пӗлме лаша умнелле утнӑ; лаша умне ҫитсе ура пусма кӑна тӑнӑ, ун урисем шуҫса кайнӑ та вӑл таҫта тарӑн ҫырманалла йӑванса кайнӑ. — Гекпала Том Сойер. «Шыва сикрӗ! Шурӑ Кашкӑр — аслӑ ҫул-пуҫ! — тесе кӑшкӑрма хушнӑ. Анчах эпӗ ҫак ачана илме янӑччӗ пулас, тӗрӗс-и? Пирӗн ҫынсем хапхаран кӗчӗҫ те пысӑк залӑна, тӗрӗсрех каласан, тӑррине витнӗ картишне тухрӗҫ. — Алӑ парӑр мана, — терӗ вӑл мана малтанхиллех ачашшӑн. — Эпир тахҫантанпах калаҫман. — Мӗн тӑваям эпӗ? Хӗвел — хӗрсе кайнӑ ҫав тери пысӑк чӑмӑр, ун тавра Ҫӗр ҫаврӑнса тӑрать. Флягӑри вискин юлашки те вӗсем хыҫҫӑнах кайнӑ. Кашӑкне вӑл икӗ хут та алла илчӗ, анчах кашӑкӗ унӑн икӗ хутӗнче те тӗлӗнмелле вӑйсӑрланса кайнӑ, хытӑ чӗтрекен аллинчен шуса тухса, сӗтел ҫине ӳкрӗ. Шӑпах тупӑксем лартма тунӑ склеп пек, тупата! Халь ҫитет ӗнтӗ. Уезд училищинче пилӗк ҫул ларса, Фома аран-аран тӑватӑ класс пӗтеркелесе тухнӑ. Пӗрмай тӑвалла хӑпарса каяс пулать, е анаталла анма тивет, ҫитменнине фургона пӗрре те кӑмӑла килмелле мар кисрентерет. Кайран-кайран ҫулҫӳревҫӗ-хӗрарӑмсем ҫуран утсан авантарах пулӗ терӗҫ. Пӳртре вилнӗ ҫынсем туллиех. Райком секретарӗ ӑна халичченхинчен урӑхларах, сиввӗн сывлӑх сунчӗ, тата, унпа калаҫасран пӑрӑнас тесе, ҫав вӑхӑтрах райисполком председателӗпе урӑх япала ҫинчен сӑмахлама пуҫларӗ. Хӳшӗ варрине эпир улт-ҫичӗ дюйм хулӑнӑш тӑм купаларӑмӑр, вӑл ан сапалантӑр тесе, йӗри-тавра кӑшӑлларӑмӑр. «Пӑшалшӑн ҫав». Упӑшку пулӑшать-и? Ман таврари вырӑн пӗр тӑтӑш сад пек сарӑлса выртать; карта тыта-тыта пӳлнӗ хӗрӗхшер тӑваткал футран пысӑках мар анисем чечек йӑранӗсем пек туйӑнаҫҫӗ. — Огнянов! Аллейӑри ҫул пӑрнӑҫӗнче, сак ларнӑ тӗлте, такамсем хумханса калаҫнине илтрӗ вӑл. — Акӑ мӗнле пурӑнмалла ҫынсемпе! Хӗрарӑмсем пур, анчах вӗсемпе нумаях йӑпанаймӑн: вӗсем вистла выляҫҫӗ, тумланасса начар тумланаҫҫӗ, французла вара питӗ начар калаҫаҫҫӗ. Чарӑнса тӑчӗҫ. Тем шыраҫҫӗ. Тупаймаҫҫӗ. — Мӗнех вара? Щукарь ҫаврӑнса пӑхрӗ, калама ҫук хытӑ ҫилленнипе, хӑйне кӳрентерекен ҫын ҫине халех автан пек сиксе ӳкесле пӑхрӗ, пичӗ-куҫӗ усалланса кайнӑ хӑйӗн. — Анчах ҫуллахи каникулсем вӑхӑтӗнче эсӗ чӑн чӑнах аван канатӑп тесе сӑмах пар мана. — Тӗлӗнмелле, — тесе хучӗ тухтӑр. Улать, нӑйкӑшать, йӗрет, тархаслать… ӗҫсе ӳсӗрлет… маншӑн пулсан, этемре кирлӗ марри питӗ те нумай! Темле ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра эп темӗнччен лартӑм; кунтан хамӑр шкул алӑкӗ те курӑнатчӗ. Дама ӑна тинкерсех итленӗ. — Кунти шывсенче акула-и? — терӗ ӗненмесӗртерех Гленарван. Кашни харпӑр хӑйшӗн мар-и… — Мӗншӗн Всполье вара? Пӗрене пуҫӗсем ҫине пусса, Том хӳме урлӑ каҫрӗ те пӳртелле утрӗ; лавӗ каялла хуланалла кайрӗ, эпир пурсӑмӑр та лӑк анине кӗпӗрлентӗмӗр. — Эсир аслӑ ҫулсемпе каҫӑ патнелле пыракан колоннӑсене конвойласа килнӗ, — терӗ Озеров. Ури тӳсме ҫук ыратать. Ҫавӑн чух вара Весовщиков пуҫне усса, сарӑ пальтон вӑрӑм аркипе урине ҫыхлантарса йывӑррӑн утнине, сӑмси ҫине шуса анакан шлепкине тӳрлетсе пынине курма амӑшӗшӗн кулӑшла та, кӑмӑллӑ та пулчӗ. Ҫав Яков Лукичах виҫҫӗмӗш бригада колхозникӗсене хутор ҫывӑхӗнчи лайӑх ҫӗрсене, вир аван пулакан тата тӗлӗнмелле шултра та пылак арбузсем ҫитӗнекен ҫӗрсене ҫӑлса хӑварма, вӗсене ҫуллен ҫулах ҫурхи шывпа ҫуса юхтарса каякан усал ҫырмана пӗвелесе лартма ӳкӗте кӗртрӗ. Кайран, хамӑр вӗҫнине пӑхса тухнӑ чух, эскадрилья командирӗ сӑмахӗпе пур кӑмӑлранах килӗшрӗм (тахҫан Балашовра вӗреннӗ чух, ӑна эпӗ самолетпа тӗл ҫине ҫаврӑнса кӗме пултарайманшӑн шкултан кӑларса ярасса ҫитнӗччӗ), вӑл мана «транспортсене шӑпах ҫавӑн пек путарма юрамасть» тесе хама пӗр иккӗленмесӗр ӗнентерсе кӑтартса пачӗ. Тӗтре. — Е корпуснӑй патне пыратӑп та: «Намӑс сана, ват ҫынна, салтакла вылямашкӑн та этемсене асаплантармашкӑн, — тетӗп. — Ҫакна кала-ха эс мана: мӗн-мӗн пӗлетӗн эс ман ҫинчен? Иманус ҫак пуҫа тӗллесе печӗ. Кӗскен каласан, эпӗ сире сутма шухӑшлатӑп! — Вучахра вут ялкӑшса тӑрсан тата та авантарах пулӗччӗ, — тесе хушса хучӗ Том Аустин. — Пире хырӑм выҫҫи ҫеҫ мар, сивви те ҫавӑн пекех аптӑратать. — Пӗр старик, таҫтан килнӗскер, анчах вӑл хӑйӗн тӳпине хӗрӗх доллара сутнӑ, мӗншӗн тесен унӑн юханшыв тӑрӑх тӑвалла каймалла имӗш, кӗтме пултараймасть вӑл. Лена куҫхаршийӗсене тата ытларах пӗркелентерчӗ те, кулма чарӑнса, аран илтӗнмелле:— Юрӗ, тӑхӑнӑп. — Ҫапла-а… — турткалансарах тӑчӗ Ерофей Кузьмич. Анчах, хӑшпӗр тӗлӗшрен ҫеҫ ӑнӑҫсӑр пулас пулсан, вӑл ҫитменлӗхсене тӳрлетме май пур пулсан, Павел каллех ҫӗнӗ наступлени пуҫласа ярать. Анчах ҫапла калани вӑл Британи нацине нихӑш енчен те пырса тӗкӗнмест пек туйӑнать. Колонисем тӑвас тӗлӗшпе ҫав тери тӑрӑшакан, тӳрӗ кӑмӑллӑ та ӑс-хакӑллӑ шутланакан ҫак наци пӗтӗм тӗнчешӗн пример пулса тӑма пултарать. Ҫак наци тӗне аталантарма тата халӑха вӗрентме ӑнӑҫлӑн пулӑшса пырать, христианство тӗнне сарса пыма вӑл чи пултаруллӑ священниксем суйласа тупать, вӑл хӑйӗн колонийӗсене пурӑнма ытлашши калаҫма юратман йӗркеллӗ ҫынсем ярать, вӑл хӑйӗн пӗтӗм колонийӗсенчи администраци ӗҫӗсене ӑс-хакӑллӑ та пултаруллӑ, никама сутӑнма пултарайман пӗр кӑлтӑксӑр чиновниксем уйӑрса лартать, ҫапла туса вӑл тӗрӗслӗхе ҫирӗп сыхлас тӗлӗшпе пурне те чаплӑ пример кӑтартать, вӑл тимлӗхлӗ те ыр кӑмӑллӑ губернаторсем уйӑрса лартать, ҫав губернаторсем хӑйсене ертсе пыма шанса панӑ ҫӗршыври халӑхшӑн питӗ тӑрӑшаҫҫӗ, хӑйсен государствин чысне хыт сыхлаҫҫӗ. Пурнӑҫ ҫыннисем вӗт эпир. Анчах та мӗн турӑн эсӗ — астӑватӑн-и? Пирӗн пеккисене, хамӑра ҫывӑххисене эпир юрататпӑр тата хисеплетпӗр, хамӑртан инҫетре тӑракансене — йышӑнмастпӑр. Улӑм тӳшек ҫине тӑсӑлса выртать те вӑл, ҫивиттипе витӗнес вырӑнне, михӗсемпе витӗнет, миххисем те хӑйӗн мар-ха, кача-майрипе сутӑ тӑвакан ҫын панӑскерсем. Витӗнсе выртать те шухӑшлама пуҫлать: «Тӗрме пурӑнӑҫне хурламаллах мар: унта мӗн кирли пурте пур. 93 ҫул — Европӑпа Франци хушшинчи, Франципе Париж хушшинчи вӑрҫӑ. Пӗри вӗсенчен — чӗри чӑтма ҫук ыратнипе ӳпкелешнӗ, ӳпкев наркӑмӑшӗпе чыхӑнса, хурлӑхлӑн макӑрашнӑ, асаплӑх вутне куҫҫульпе шӑварнӑ. Юланутӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине витӗнтерсе янӑ серапэ туртӑну законне пӑхӑнман, хулпуҫҫисем ҫинчен анса ӳкмен. — Вара Уэлдон миссис хыттӑн: — Бенедикт пичче! Килӗр-ха кунта, — тесе чӗнчӗ. — Кама кирле эпӗ? Тӗслӗхрен, эпӗ хам та пӗтӗм анкетӑна кӑларса хума пултаратӑп. Тепӗр ирхине, 27-мӗш числара, вунӑ сехет канлӗн ҫывӑрнӑ хыҫҫӑн, Володя ир-ирех блиндаж умне тухрӗ. Вӑл кунта нихӑҫан та пулман вӗт! Ҫирӗп тытӑр, ачасем, ҫак влаҫа хӑвӑрӑн аллӑрта. Анчах Джеммӑпа ыттисем пек пулман: Пӑван ӑна пӗрремӗш хут курсанах юратман, унтан ютшӑннӑ пек туйӑннӑ. Чӳрече витӗр пӑтранчӑк шыври ҫу тумламӗн ҫаврашки пек курӑнакан хӗвел ҫине пӑхса илсе, поселокри илӗртекен шава кӑштах итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн Артамонов халӑх ӗҫсе-ҫисе савӑннине курма тухса кайрӗ, ҫул ҫинче Никонова хуллен каларӗ:— Сан тӑван мар ывӑлу ман Ильяна ухмахла сӑмахсем калать… — терӗ. Пӗр куҫшӑн — икӗ куҫ! Унтан, каллех ҫӑкӑр татӑкӗшӗн ӗҫлесе, кӗрешсе, тертленсе пурӑннӑ хушӑра, тарӑхни сӳрӗлсе пычӗ, вара, мадьяр офицерӗ пӗррехинче палашӗпе касса хӑварнӑ ҫамка ҫинчи ҫӗвӗк туртса ыратни майӗпен лӑпланнӑ пекех, манӑҫа тухса пычӗ. Вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхнӗ, улмуҫҫи ҫулҫисем, тумламсем ӳкнипе, тунсӑхлӑн шавланӑ. — Кхм, — кӗхлетсе илчӗ Увар Иванович, унтан пӳрнисене ҫавӑркалама пуҫларӗ. — Ку, мӗнччӗ, ҫапла… Елена вара хӑй тавра пӑхса шухӑша кайрӗ: «Эпӗ ҫаксенчен пуринчен те кӗҫех уйрӑлатӑп… тӗлӗнмелле тата; мана хӑрушӑ та мар, иккӗленместӗп те, хӗрхенместӗп те… Кивӗ кирпӗч завочӗ патӗнче нимӗнле сас-чӳ те ҫук. — Стенасене шуратма пурӑ илсе пыччӑр. — Тӑмасӑр-с! Кофе те ӗҫрӗҫ ӗнтӗ, протопоп та килчӗ. — Йӗркесӗр ташлать Артамонов ачи! — илтӗнет Матрена Барскайӑн хулӑн сасси. Ан кӑшкӑр-ха, тархасшӑн! Его величество ҫавӑн пек чухне хӑвӑн ҫӗршывӑнта мӗн хӑтланнӑ пулӑттӑн, тесе ыйтрӗ. Тул ҫутӑлса ҫитрӗ темелле. Аэродромӑн тепӗр енчен сывлӑша татах тепӗр «юнкерс» вӗҫсе хӑпарчӗ. — Кайса пӑх-ха эппин, каласа пар пӗтӗмпех. Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, вӑл ҫурри ҫарамас ӳчӗсем бронза тӗслӗ пулнине, пичӗсене хӗрлӗ сӑрпа сӑрласа пӗтернине тата ҫӳҫӗсем ҫинче хӗп-хӗрлӗ тӗксӗм пулнине курчӗ. Пирӗн килте пурте хураччӗ, пӗр йӑмӑк ҫеҫ — сарӑччӗ, куҫӗсем ун сеп-сенкерччӗ, ҫивӗт вӗҫӗсем пӗтӗрӗнсе тӑратчӗҫ. Егорушка чӗркуҫҫийӗ ҫинче, тӗрӗсрех, аттисем ҫинче, хуҫланса ларса пыратчӗ. Ку пӗтӗмпех ҫапла. Эрех ӗҫни, Соня манпа пӗрле пулни тата вӑл савӑнӑҫли мазурка ташланӑ чух пулнӑ инкеке мантарчӗ. Шыва курсан, вӑл сасартӑк хӑйӗн тахҫантанпах шыв ӗҫес килнине аса илчӗ. Вӑл юханшыв патне анса чӗркуҫленсе ларчӗ те ӗҫме пуҫларӗ. Унтан ури ҫине тӑрса йӗри-таврана тинкерсе пӑхрӗ. Вӑл чӗркуҫленсе аллисене кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те шӑпланчӗ. Тавралла ачасем сырӑннӑ. Ҫавӑнпа халӗ те колхозсӑрах пурӑнма шутлатпӑр, тунсӑхлас теместпӗр! — пуриншӗн те хуравларӗ, пӗтерсе хунӑ хӗрлӗрех-хӑмӑр тӗслӗ мӑйӑхӗ айӗн кулса, ӗнерхи колхозник Батальщиков Иван. Хутаҫ вӗсенче мар. Юртӑпа пынӑ май, Нагульнов вӗсене курмасӑрах иртсе кайнӑ пулнӑ. Петр тавар йышӑнать, ҫав мӑн сухаллӑ, чӗмсӗр мужиксем «йывӑртарах пултӑр тесе» юриех шывпа йӗпетнӗ «тарлӑ» йӗтӗн парса хӑварсан, ахаль йӗтӗне «долгунец» вырӑнне сутасран куҫне хупмасӑрах асӑрханать. Павлуш вут ҫине пӗр ывӑҫ типӗ туратсем пӑрахрӗ. Ытти виҫӗ негр наҫилкка йӑтса пычӗҫ. Пӗр хушӑ шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла каларӗ: — Ҫук, эпир урӑхла тӑвӑпӑр. Вӑл тен хӑйӗн пӗр-пӗр паллакан ҫынни патӗнче ҫывӑрнӑ, — терӗ вӑл. Куҫ умӗнче ҫутӑ пӑнчӑсем ҫиҫӗм пек ҫиҫкелесе илеҫҫӗ. — Чирлетӗп. — Хреснӑй-и? — терӗ вӑл, ҫак сӑмахпа чеченец тенине пӗлтерсе. А! Ҫак документа вӗсем… долготапа 37°11' широта тӗлӗнче тинӗсе пӑрахнӑ. — Мӗншӗн эсир ҫапла вӑрҫатӑр, Павел? Ун хыҫҫӑнах Дöнгоф барон персе ячӗ — юриех айккинелле, сывлӑша. Чун лӑпкӑлӑхӗ ҫунса кӗлленет. Вӑл ҫав кантра тӑрӑх аялалла аннӑ та стена тӑрӑх хырӑмпа шуса картишне тухнӑ. Ирччен станцӑрах кӗтмелле-ши? — Старший сержант Александр Петров! — рапортларӗ ҫамрӑк йӗкӗт, Мересьевран та тӳрӗрех тӑсӑлса, салтак аттисемпе урайне тата хытӑрах шаклаттарса илсе. Кун пек, акӑ, восстани пулӗ те, сана, шурӑ шуйттана, шаплаттарса пӑрахӗҫ, е тыткӑна илӗҫ те, нимӗн ӑнланман этем тесе, Архангельск кӗпӗрнине ӑсатӗҫ. — Э-э, апла пулсан, ҫых, Петя! Ҫакна калама кирлӗ: посолсем манпа тӑлмачӑ урлӑ калаҫрӗҫ. Кӗҫех тырӑ вырма тухмалла вӗт-ха, анчах хӗрарӑмсем ӗҫе тухас енӗпе пирӗн йӗркеллех пулса пымасть, тӳрех калатӑп — япӑх пулса пырать, ҫакна эсир хӑвӑр та пӗлетӗр. Анчах хам мӗн чӑтса курнине (вӗсем мана тата ытларах инкексем тума пултаратчӗҫ пулӗ) тата вӗсене панӑ тӳрӗ сӑмаха (ҫакӑн пек тесе шутларӑм хам вӗсене парӑнса пӑхӑннине) аса илсен, вӗсене усал тӑвас шухӑшсем часах сирӗлсе кайрӗҫ. — Ҫапла… вӗсем итлеҫҫӗ… — терӗ татах Роберт. Ҫапах та туземецсем хӑйсем ҫине ҫак икӗ путсӗр хӗтӗртнипе тапӑннӑ пирки Дик пӗр самантлӑх та иккӗленмерӗ. Хӑйсен килкартин ҫатанӗ патне ҫитсен, вӑл чарӑнчӗ те, хӑйпе юнашар чупса пырса, ӑна кӑшт тӑхтама ӳкӗтлекен казак енне ҫаврӑнчӗ. Эсир хӑвӑрӑн юратакан кӑмӑлӑра ӑна та, мана та уйӑрса парас тетӗр-и-мӗн? Айтурух, ӑсран тайӑлнӑ вӗт вӑл, мӗн итлемелли ӑна? Крыльца умӗнче тӑракан Разметнов, ним пулман пек, пирус чӗркерӗ. Тул ҫутӑласпа пусма чӗриклетни илтӗнчӗ, такам аллипе стенана хыпашлама тытӑнчӗ. Унсӑрӑн вӗт сирӗн пеккисем, хӑрас-тӑвас пулсан, яланах халӑх нумай ҫӗре тӗршӗнме пӑхаҫҫӗ: халӑх хушшинче хаваслӑрах тесе шутлаҫҫӗ пулас. Юлашки пӑхӑр сасӑ лӑплансан, ӗҫӗн тискер музыки йӑвашланать ӗнтӗ. Инсаров, чӑнах та, Еленӑшӑн хӑй шухӑшланӑ ҫын пек туйӑнмарӗ, е, тӗрӗсрех каласан, пӗрре те вӑл кӗтнӗ ҫын пек пулмарӗ. Ҫав туйӑм, ҫавна кӗтни мана пӗтӗмпех ярса илчӗ; эпӗ унпа ҫеҫ сывлаттӑм, вӑл ман юнӑмӑн кашни тумламӗнче юхатчӗ… эпӗ кӗтни часах ҫитмелле пулнӑ-мӗн. Кавалери лашисен ури сассисем унран икӗ утӑмрах илтӗнчӗҫ. Чарӑнса тӑни пачах усӑсӑр пулчӗ. Ҫурта вӑл Гремячий хуторне куҫарса килнӗ, ҫине ҫӗнӗрен виттернӗ, пураласа лупассем, вите тунӑ, ӗмӗр пурӑнмалӑх ҫурт ҫавӑрнӑ… Тепӗр ҫур сехетрен эпир уйӑрӑлса кайрӑмӑр. — Павел, — терӗ вӑл, калаҫма пуҫласа: — мӗн ача-пӑчаланатӑн? Итле-ха. Эсӗ эп офицерсен ҫак мӗшченле, кӗлмӗҫле обществине чӗтреве ереслех курайманнине пӗлетӗн вӗт. Майӑн 7-мӗшпе 8-мӗшӗ. Юмантан вартаса тунӑ ҫаврака пысӑк юпана тарӑн алтса лартнӑ. Мӗнле йышши кӑна упа ҫури, хаяр, ҫиллес! Фома тӑнӑ та, ачашшӑн кулкаласа мӑнаккӑшне хирӗҫ кайнӑ… …Каллех ун пурнӑҫӗ хуллен те пӗр пеккӗн шӑва пуҫланӑ. Лайӑх пулсан ҫырӑнатӑп, лайӑх пулмасан — мӗн тума пуҫа пырса чикетӗп-ха эпӗ унта? Яков Лукич, пӗчӗк ача ҫутӑ патнелле туртӑннӑ пекех, пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшӗпех пуянлӑх патнелле туртӑннӑ. Кукамай ӑна хирӗҫ пӗтӗм кӑмӑлтан йӑл кулатчӗ. Ачасем шӑп пулчӗҫ. Вӑл Пӑвана юратнӑ, анчах унӑн пӗр енне — хаярлӑхне юратман. Мюльреди кайсанах ҫулҫӳревҫӗсем фургона кӗрсе тулчӗҫ. Пӗтӗм ҫӗршывра, пӗр вӑрмантан тепӗр вӑрмана, пӗр ялтан тепӗр яла, пӗр фермӑран тепӗр фермӑна ҫити тата пӗр хӳшӗрен тепӗр хӳшше ҫити, пӗр тӗмрен тепӗр тӗме ҫити хуралсем улшӑнса тӑнӑ. Пусма питӗ ҫӳллӗ пулнӑ, ун ури айӗнче вӑл тем тарӑнӑш хура шӑтӑк пек курӑнать. Эсир пулӑшмасӑр эпӗ пӗр хускану та тӑваймӑп. Ыйткалакан хӑй шӑтарасла пӑхать. — Ара вӗсем — Воскресенски урамрисем, штатскисем, университетрисем; анчах эпӗ духовнӑйсем ҫинчен, Арское полерисем ҫинчен калатӑп! Тепле масарла, старике ҫапса ярас мар тесе, вӑл аллисене кӗсйисене персе чикнӗ, унтан, тӳрленерех ларса, шӑла ҫыртса, шӑтарас пек пӑхса:— Мӗн вара мухтанатӑр ялан! — тесе янӑ. Священниксем чупса пычӗҫ, ӑсран тухнӑ кардинала, сасартӑк ҫирӗм алӑ ярса илчӗ. Ту ҫивӗч тӑрӑпа вӗҫленет, кунта пурӑнакансем ӑна «Сысна пуҫӗ» тесе ят панӑ. Сӑрт тӗпӗнчен пуҫласа ҫӑра вӗтлӗх тата йывӑҫсем ҫитӗнсе ларнине вӑл урӑх нимӗн те кураймарӗ. Демка Ушаковран вӑрлӑхлӑх тырӑ хунӑ кӗлетсен ҫӑра уҫҫине туртса илес терӗҫ, анчах ӑна-кӑна чухлама пӗлекен Демка ҫынсем ҫапӑҫнӑ хушӑра халӑх ушкӑнӗнчен тухса шӑвӑнчӗ те правление чупса пычӗ. Эпӗ тем тусан та вӑл кунта килессипе килӗшме пултараймастӑп. — Ӳкрӗн-и эсӗ? Ах, илемлӗ-ҫке! ылтӑнпа эрешленӗ! Хӑв пӗлнӗ пек хӑтлан. Вара Гленарван колониса кӗленчере тупнӑ документсем ҫинчен, «Дункан» ҫине ларса экспедицине тухса кайни ҫинчен тата унӑн Грант капитана шыраса тупассипе тунӑ мӗнпур ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Унӑн тарпа йӗпеннӗ, хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ пичӗ-куҫӗ лапӑрчӑк куҫҫулӗпе макӑрать, куҫӗсем хӑравҫӑн мӑчлатаҫҫӗ, йӗпе сухалне мучала ҫыпӑҫса тулнӑччӗ. — Пенӗ ҫынни — килне кайнӑ. Вӗсемпе пӗрле арҫынсем, вӗсен тусӗсемпе тӑванӗсем пулнӑ: ашшӗсем, пиччӗшсемпе шӑлнӗсем, савнисемпе упӑшкисем. — Географ! — терӗ Мак-Набс, питех те ҫилленсе ҫитнӗ сассипе. Вӑл иртсе пыракан вырӑн нумай улшӑнчӗ: унӑн ҫулӗ ҫинче час-часах пӑлансем, кашкӑрсем тӗл пулма пултарӗҫ. Вӑл ӑна ҫапла амантнипе вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ. Уэлдон миссис ӑна ачашшӑн чуптурӗ. Ҫак имшер старик ытла та тараватлӑ пулчӗ, европеецсем, ҫитменнине тата ученыйсем килсе курнӑшӑн вӑл питӗ хӗпӗртерӗ, мӗншӗн тесен Амстердам утравӗнче тюлень тытакансем анчах пулаҫҫӗ, сайра хутра кӑна кит тытакансем — ҫынпа ятлаҫса калаҫаканскерсем те культурсӑр ҫынсем кӑна кӗркелесе каяҫҫӗ. Ҫапла уҫӑлса ҫӳренин симӗ часах уссине кӳчӗ. Гленарван юлташӗсем хӑйсен тумтирӗсене сарса канма выртрӗҫ, вӑл та вӗсен хыҫҫӑн выртрӗ, анчах вӑл куҫӗсене хупмарӗ. Ҫӗр варринче тӑрса вӑл татах сӑртсем ҫине уттарчӗ. Ирхине эпӗ ҫав ҫӗҫҫе шырарӑм. Ҫав каҫхине вӗлернӗ ӗнтӗ хурӑлҫа. Ку таранччен ҫыхӑнса тӑнӑ мӗнпур япала ирӗке тухрӗ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм туйӑмне вӗҫӗмсӗр сӑмахсемпе кӑтартса пама хатӗрленсе тӑчӗ. Кошевой козаксене каялла чакма хушрӗ. «Тӑван пансем, нимех те мар, эпир каялла чакӑпӑр, анчах эпир вӗсенчен пӗр ҫыннине те пулин хуларан тартас пулсан, эпӗ христианин мар, тутар пулам; вӗсем, йытӑсем, пурте выҫӑпа вилсе пӗтӗҫ». — Икӗ турата хуҫса антарнӑ, чечек клумбине таптаса пӗтернӗ. Вӑл хӑй ҫинчен шухӑшламан пек туйӑнать (ҫынсен ҫак уйрӑмлӑхӗ мана яланах килӗшет), ҫакӑнпа пӗрлех унӑн ӑсӗ ӗҫсӗр тӑманни курӑнсах тӑрать. — Павка! Иккӗмӗшӗ — планетӑсен хушши сывлӑшсӑр уҫлӑх: 40 миллион километр. Паян вӑл вӑрҫмарӗ, унӑн яланхи пек «тӑварлӑ сӑмахӗсем» илтӗнмерӗҫ, унӑн хӗрелнӗ куҫӗсен кӗтессисенче темле юн тымарӗсем таттисӗр чӗтресе тӑчӗҫ. Ярски ҫыннисене чылаях чышкӑласа илчӗҫ, вара вӗсем, юнланса пӗтичченех хӗнесе тӑкнӑскерсем, тырӑ тултарнӑ миххисене пӑрахсах ураписем ҫине пыра-пыра йӑванчӗҫ те лашисене ҫӑт та ҫат ҫапкаласа илчӗҫ, ҫухӑрашса-ҫуйхашса тӑракан хӗрарӑмсен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ витӗр ҫӗмӗрттерсе иртсе, килнелле тухса вӗҫтерчӗҫ. Ун хыҫҫӑнах Диаз та тухрӗ. Ҫавӑнпа та гуигнгнмсем нумай вӑхӑт хушши тӑсӑлакан тавлашусене, ҫине тӑрсах пӗрне-пӗри хирӗҫленисене, суя та иккӗленӳллӗ шухӑшсене чӑнлӑха кӑларма тӑрӑшнисене, кӑлтӑксемпе ҫитменлӗхсене ӑнланма пултараймаҫҫӗ. Марьяна каллех урама тухрӗ; вара, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн, хӑй ӑҫта каясса пӗлмесӗрех, Оленин та ун хыҫӗнчен кайрӗ. Ҫав хушӑра хӑй лашана мӗнле йӗнерленине хыпашласа пӑхрӗ, кӗҫҫе урлӑ янӑ хырӑмсалӑхне епле туртса ҫыхнине, ура пускӑчисен чӗнӗсене ҫыхӑнтаракан пӑяв вӗҫне ҫитичченех пушанса кайнине курчӗ» вара ку хӑна инҫетрен килнине тата ҫак кун вӑрӑм ҫул тунине чухласа илчӗ. Анчах эсӗ Галилей труби начар пулнине ан ман. Вӑл хӑй каярах тунӑ трубасенчен чи лайӑххи те 30 хутран ытла пысӑклатайман. Макар шӑлӗсене шатӑртаттарса илчӗ те, атӑ сӑмсипе кӑштах йӗнер пускӑчне сӗртӗнсе кайӑк пек ыткӑнса ҫӗкленчӗ, йӗнер ҫине утланса ларчӗ. — Кордонрах тӑрать-и вара? — Ку мӗн тата? Цирк е комеди? — карта урлӑ кармашса ыйтрӗ Фигура ятлӑ ачи. Унӑн нумай чупмалла пулать-ха, вӑйӗ ҫитеймӗ, тен. Сильвер хӑйӗн костылӗ ҫинче сиккелет, сӗтелсене чӑмӑрӗпе шаккать тата ҫав тери хӗрӳллӗхпе тарӑхса калаҫать, ҫакна курсан, мӗн тери шанӑҫ пама судья та вӑл нимӗн чухлӗ те айӑпсӑр ҫын тесе ӗненӗччӗ. Республика ҫинчен шухӑшламалла ҫеҫ мар, уншӑн пурӑнмалла тесе вӑл аван та хӑюллӑ каларӗ! «Эпӗ шыв ӗҫсе килем», тет! — Кондрат Майданников пур. Эпӗ хам калавран айккинелле пӑрӑнатӑп тесе шутлатӑр-и эсир? Ҫакӑ питех те лайӑх мар, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ те лачкам йӗпеннипе сиксех чӗтреҫҫӗ. Кураймастӑп ӗнтӗ эпӗ ӑна пачах та, тет. — Ҫӗнӗ пӳрте ятӑмӑр, — терӗ вӑл. Хам службӑра тӑнӑ чухне эпӗ ещӗкӗсенче вунӑ бутылка ром, ҫирӗм кӗренке табак турттарса ҫӳреттӗм; вӗсемсӗр пуҫне хампа пӗрле яланах мундирсем ултта яхӑн, кӗпе-йӗм, тата, ун пек каланӑшӑн ан ҫилленӗр те, солитер пекех вӑрӑм чӑпӑклӑ икӗ чӗлӗм пулнӑ; тата кӳмен хутаҫҫисене пӗр вӑкӑра пӗтӗмӗшпех вырнаҫтарма пулать. — Паллах, калаттарас килет. Старик Павел патӗнчен яланах тулли кӑмӑлпа тухса каять: Павелра вӑл тулли тимлӗх пуррине курать. — Ҫук, халлӗхе килтех лар-ха, аванрах пулӗ! — чарчӗ Андрей. — Салам Агафья Михайловнӑна, — терӗ Василий, ларнӑ ҫӗртен ӑна хирӗҫ ҫӗкленсе. — Виҫесӗр ӗҫни лайӑх мар вӑл, — асӑрхаттарчӗ Димчо пуп, кӗленчери эрехе тутанса пӑхса. Пӳлмӗк леш енче, нихӑшне сиктермесӗр ятласа, пурнӑҫне ылхана-ылхана, вӑл хӑйӗн япалисене тыта-тыта вӑркӑнтарни тата юратнӑ кушакне хӑлхинчен туртса лӑскани вӑрахчен илтӗнчӗ; юлашкинчен алӑк кӑштах уҫӑлчӗ те, хӳринчен тытса ыткӑнтарнипе мӗскӗннӗн: макӑрса, кушак вӑркӑнса тухрӗ. Халь ӗнтӗ, ялта пуҫлӑхсем пӑрахса кайнӑ хыҫҫӑн, хӑйне чӑнласах Степан Бояркинӑн заместителӗ тесе шутлакан Кӑтра Яша колхоз правленин пушанса юлнӑ пӳртӗнчен ниҫта та кайман. Ҫулӑмӗ кунран кун сӳнсе пырать, халӗ ӗнтӗ вӑл, шыв сапнӑ кӑвайт пек, чыхӑнтаракан тӗтӗмпе ҫеҫ хупланса тӑрать. Чугун ҫулсем пулсан, вара пушхиртен те поэзи тарать. — Кирлӗ мар мана ун юнӗ. — Паллах, — терӗ Лега драматург, ҫав ыйтӑва чи малтанхи хут хускатсан, — пичет ҫинчен калакан хальхи законсене улӑштармасӑр хаҫат кӑларма май ҫук. Шкул совечӗн ларӑвӗ пулнӑ-ши, пӗлейместӗп, Кораблев унта ӗҫ воспитанийӗн идейине пӑтраштарнӑшӑн хӑйне ятланине чӑтса ирттермеллеччӗ. — Куҫна ан мӑчлаттар, тутуна та ҫулама пӑрах. Анчах эсӗ ан кулян, ун пек япаласем ҫирӗп ҫынсемпе те пулма пултараҫҫӗ. Пӑртак аяккарах вут тавра боецсем ункӑ пек ларса тухнӑ. Вутран вӗсен пичӗсене пӑхӑр тӗсӗ ҫапнӑ. Нагульнов пурӑнакан хваттер хуҫи арӑмӗ мана ҫапла каласа пачӗ: вӑл кунсеренех килне питӗ кая юлса таврӑнать иккен, вӑл ӑҫта ҫӳренине ҫав хӗрарӑм пӗлмест, анчах пире, юлташсем, вӑл ӑҫта ҫӳреме пултарни паллах ӗнтӗ! Огнянова туртса кӑларчӗҫ. Тарҫисемпе фермӑра ӗҫлекенсем хуҫапа пӗр сӗтел ҫинче вырнаҫрӗҫ. Вӗриленсех пырать. Уэлдон миссиспа Дика, Геркулеса, ытти негрсене тыткӑнран тарма май килсен те, океан патне таврӑнмалли ҫул вӑрӑм, питӗ хӑрушӑ тата, чӑтма ҫуках тесе каламасан, мӗнлерех йывӑр пулӗ! Эпӗ вӑрҫӑ ӗҫне ҫителӗклӗ таранах пӗлеттӗм, ҫавӑнпа та ӑна тупӑсем, мортирсем, минӑсем, мушкетсем, карабинсем, пистолетсем, пульӑсен, тар, хӗҫсем тата штыксем ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм. Эпӗ ӑна ҫапӑҫусем ҫинчен те, карапсене вӗсем ҫинчи ҫыннисемпе пӗрле путарнисем ҫинчен те лайӑх ӑнлантартӑм. Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ ӑна ҫапӑҫу мӗнле пынине: тӗтӗм йӑсӑрланнине, шӑв-шава, сехӗрленсе ӳкнӗ ҫынсен нимӗн тума аптӑраса чупкаласа ҫӳренине, вилекенсем йынӑшнине, лаша урисем айӗнче таптанса вилекенсене, вӑрҫӑ таркӑнӗсене хӑваланисене кӑтартса пама тӑрӑшрӑм. — Ой, мистер Стумп, Тарӑна пӑхӑр-ха. — Хурчӑка пек. Хӗре ӑна юратма, ун ҫине пӑхса савӑнма ҫуратса янӑ. Факт! Сӑмах май, Муани-Лунгӑран нумайрах ӗҫме май ҫук. Эпӗ Кораблева тетрадь тӑсса патӑм, анчах та вӑл ун ҫине куҫ хӳрипе те пӑхмарӗ. Вӗсем ассӑн сывласа илчӗҫ. — Кай… кай эсӗ!.. Унтан, рота ҫывӑхнерех пычӗ те:— Пӑшал мелӗсене, уйрӑмшарӑн-уйрӑмшарӑн, сасӑпа шутласа… Унӑн сӑнӗ улшӑнса кайрӗ, вӑл хаяррӑн, ҫилӗпе, хӑрлатакан сассине ҫав тери, ҫуйӑхас таранах хӑпартнипе мана тӗлӗнтерсе, калаҫма тытӑнчӗ. Вӑрҫӑра-и? Хальхи вут-ҫулӑмлӑ кӑралпа сана ҫӗр утӑма та ҫывӑхартмаҫҫӗ. — Йӗр ҫине пусса пыр, пӗр йӗр кӑна пултӑр, — пӑшӑлтатса хушрӗ Половцев. Урайӗнче ларса, Артамонов кӳренӳллӗ сасӑсем илтрӗ: — Ҫӗрле халь, пурте ҫывӑраҫҫӗ. — Сыхлан! — кӑшкӑрса ячӗ Симурден: — Тума тивӗҫлӗ хӑрушӑ ӗҫсем те пулаҫҫӗ. Кушак ҫури вӑйсӑррӑн сасӑ пачӗ те урайне шӑршла пуҫларӗ. — Эсӗ пӗчӗк арҫын! Анчах та упасем вилене ҫимеҫҫӗ. Вӑл сан ҫинчен нимӗн те пӗлмест, сан ҫинчен нихӑҫан та илтеймӗ, куҫӗсем унӑн, хӑвна курмасӑр, сан ҫийӗн шӑваҫҫӗ, анчах эсӗ кунта, юнашарах, ялан ҫунса-тӗлкӗшсе тӑраканскер, яланах, кирек хӑҫан та уншӑн — ҫук, мӗн тума уншӑн — унӑн юнтармӑшӗшӗн, ун упӑшкишӗн, еркӗнӗшӗн, ун юратнӑ пӗчӗк йыттишӗн — пурнӑҫна та, чысна та, мӗн май пуррине пӗтӗмпех-пӗтӗмпех пама хатӗрскер! Вӑрман тӗтреллӗ кӑвак йӗр пек ҫеҫ курӑнса тӑрса юлчӗ. Эпир Снеффельсран хӗвелтухӑҫӗ енче хӗрӗх пилӗк мильӑра тӑратпӑр, эпӗ хам ҫырса пынӑ тӑрӑх утмӑл тӑватӑ километр тарӑнӑшӗнче, — терӗ. — Туртма юрать пуль? — ыйтнӑ Тарас ашшӗнчен. Еврей тӑрать те ҫапла калать: «Господа! Эпир ыталантӑмӑр. Анчах мустангершӑн инкек килсе ҫитнӗ тапхӑрта пӗр Зеб анчах мар уншӑн чӑн тус пулать. Вӑл ӗнтӗ ахалех паллӑ: ачасем пулаҫҫӗ, — ун пек, кун пек пурнӑҫ пуҫланса каять, — вара ӑҫтан-ха вӑл улпут майрине типтерлӗ пӑхса усрама, унӑн йӑлисене сӑнаса пыма пултартӑр: унӑн улпут майришӗн тӑрӑшма вӑхӑт та пулмасть, тата пуҫӗнче те пачах урӑхла шухӑшсем пулаҫҫӗ. Рабочисем шел уншӑн, ашшӗ шел мар. Павка куҫӗсем палламан ҫыннӑн хӑйне сӑнаса пӑхакан кӑвак та йӑваш куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ. Ой! ой! ой! Любишкин шӑртланса кайрӗ: — Эпӗ куҫҫуль юхтарма килмен! Vous avez change tout cela, турӑ сире сывлӑхпа генерал чинӗ те патӑрах, эпир сирӗн ҫине пӑхса савӑнса кӑна тӑрӑпӑр, господа… мӗнлеччӗ-ха ҫав? Амӑшӗ ӑна хуллен кӑна аллипе тӗртӗнчӗ. Римлянсем ӑна хӑйсен хитре турри ячӗпе ҫавӑн пек ят панӑ. Ман шутпа, кунран пысӑкрах пулӑ Миссисипире нихҫан та тытман. Хӑйӗн таврашӗнчи ҫынсем хушшинче Саша Фомашӑн чи ӑсли пек курӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах, кутеж тӗлӗшпе вӑл никамран ҫӑткӑнлӑрах туйӑннӑ; Саша пуринпе те командӑланӑ, пӗрӗн-кайӑн мӗн те пулин ҫӗнни туртса кӑларнӑ, кашни ҫынпах пӗр пек калаҫнӑ: ямшӑкпа та, лакейпа та, матроспа та, хӑйӗн хӗрарӑм тусӗсемпе те, Фомапа та — пуриншӗн те пӗр тан, пӗр чӗлхе пулнӑ унӑн. — Ӗҫшӗн усӑллӑ пултӑр тесе, тинӗсре шыва кӗрессине график тӑрӑх туса пыма тытӑнман-и-ха? — Писательсем чӑн-чӑн ҫӑтӑхсӑр ҫынсем… вӗсем — ҫутӑ кӑмӑллӑ ҫынсем! Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн алӑк хупӑнчӗ те тимӗр сӑлӑп ҫинҫе сасӑпа чӗриклетсе шӑвӑнни ҫеҫ илтӗнчӗ. Сире пӗр тӳлевсӗр ҫитеретӗп те, ӗҫтеретӗп те, темле те юрама тӑрӑшатӑп. Рада ирӗксӗрех унран сиксе ларчӗ. Коммунистсем лагерьтен аяккарахра, шӑпрах ҫӗре, ватӑ чӑрӑшсем айне пуҫтарӑнчӗҫ. Венӑра хӑшпӗр пуянсем хӑранипе хӑйсене хӑйсем вӗлернӗ. Вӑл хускалмарӗ те! Мӗншӗн тесен, вӗсем купец влаҫа хапсӑннинчен тухӗҫ, вӗсен тӗп тӗллевӗ — пӗр сослови аллине мӗнпур хӑвата кӳресси пулӗ, купец ҫак тӗллев ячӗшӗн нимӗнле меслетпе те чӑрмансах тӑрас ҫук… — Паллах! — терӗ Халл капитан, хумханнипе хӑйӗн куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ. Койка ҫине вырнаҫсан, вӑл ҫавӑнтах одеял ҫине пододеяльник хӗррине тикӗссӗн тавӑрса хучӗ, хӑй хыҫҫӑн илсе пырса панӑ кӗнекисемпе блокнотсене тумбочка ҫине купаласа вырнаҫтарчӗ, аялти полка ҫине паста, одеколон, хырӑнмалли хатӗрсене, супӑнь коробкине йӗркеллӗн хурса тухрӗ, унтан хӑйӗн ҫак пур ӗҫӗсем ҫине хуҫа куҫӗпе пӑхса илчӗ те, ҫавӑнтах, хӑй килне пырса вырнаҫнӑ пек туйса, тарӑн та янравлӑ хулӑн сасӑпа каласа хучӗ: — Ну, давай, паллашӑпӑр ӗнтӗ! Ҫапах та мӗн пулнӑ-ха? Ҫыран хӗрринчи шнур ӑстисем пурӑнакан ҫуртсенчен пӗрин алӑкӗ уҫӑлчӗ те, урамалла пӗр хӗрача тухса тӑчӗ; хапха патнелле пырса хӗрача питне-куҫне ҫума тытӑнчӗ. Тепӗр ирхине Ерошка, пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗскер, хӑйӗн кӗлетӗнче ларса кӗрепенкен-кӗрепенкен чӗрӗ аш валеҫнӗ — пӗрне укҫалла, тепӗрне эрехле. Пуринчен ытла ун чухне мана штукатур Шишкин кӑмӑла каятчӗ, эпӗ ун патне эртеле кӗме те ыйтса пӑхнӑччӗ, анчах вӑл ылттӑн пек куҫхаршине шурӑ пӳрнипе хыҫкаласа мана ҫемҫен каларӗ: — Ир-ха саншӑн, пирӗн ӗҫ — ҫӑмӑл мар, тӑхта-ха пӗр-ик ҫул. Хӑйӗн позывнойне каласан, Алексей: «Атака!» тесе кӑшкӑрасшӑн пулчӗ, анчах та, пӑлханнипе, унӑн пырӗнчен: «А-а-а!» тени ҫеҫ шӑхӑрса тухрӗ. Каччӑсем ҫинчен каламастӑп та. Тахӑшӗ пырса тӑрать, ӑна хулпуҫҫийӗнчен хаплаттарса илет… ытти вара йӑлтах тӗтре ӑшне кӗрсе ҫухалать пек. Хальхи пек нихҫан та пире шыв ҫавӑрса илни пулманччӗ-ха. — Чӑнласах, нимӗн те ҫук… Шурӑ кӳлӗн тепӗр енӗпе хризантемӑсем ӳсекен питӗ тӗлӗнмелле айлӑм саралса каять. Ирхине вӑрансан, Гленарванпа унӑн юлташӗсем ҫав ҫанталӑкӑн илемлӗ сӑн-сӑпачӗсем ҫине пӑхса хаваслӑн кӑшкӑрса ямасӑр чӑтаймарӗҫ. Вӑл вара ҫапла каларӗ: — Ман шутпа, акӑ мӗнле пулса тухать. Вӑл, аллисене ҫӳлелле тӑсса, пӗтӗм хапипелен вӑйлӑн карӑнса туртӑнчӗ, кӑкӑрне мӑкӑрӑлтарса хучӗ, ҫак вирлӗ хусканӑва пула вара унӑн мускуллӑ пысӑк кӗлеткинчи сыпӑсем сасӑпах шатӑртатса илчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра пӗр ача пырса кӗчӗ те мана ҫыру пачӗ. Зурин ҫырнӑ мӗн. Мӗн кирлӗ-ши тӑватӑ индееца Морис-мустангер патӗнче. Эпӗ апат хыҫҫӑнхи вӑхӑтсене пайтах ҫавӑн пек калаҫусенче кӑмӑллӑн ирттернӗ. Фома, унӑн енне пуҫне саламлӑн сулнӑ та:— Лешӗ пекех, ку та аташса кайнӑ… — тесе шухӑшласа илнӗ. Кӑваккисем енчен — сӑра юхтаракан Сантер, шуррисен — Гастон парикмахер. Пурпӗр вӑл нумай савӑнса пурӑнаймасть, эрне те иртмест, пирӗннисем кайса пуҫтараҫҫӗ ӑна. Наталья, кофтин ҫулти тӳмисене вӗҫертсе ярса, нимӗн чӗнмесӗр чей тултарать: унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи ӳчӗ, услам ҫу пек, ҫепӗҫҫӗн те илӗртӳллӗн курӑнать; курпун, пуҫне чалӑштарса, кайӑксем тытмалли тапӑсем тата хулӑсем чутласа ларать; Пӗчӗкренех вӑл ҫынсен пахчисенчен хӑяр, редиска, садсенчен — чие ҫырлипе панулми вӑрлама вӗреннӗ, хирти пахчасенчен миххи-миххипе арбуз йӑтнӑ, ҫитӗнсе ҫитсен хӑй ҫинчен ытла та ырӑ мар чап сарнӑ, Гремячири ҫитӗннӗ хӗр амӑшӗсем пӗри те Дымок ҫине, унӑн пысӑках мар хурчӑканни пек тӑпӑл-тӑпӑл кӗлетки ҫине кӑмӑлпа пӑхма пултарайман. Этеме тӳпе тата тӳпери эпир куракан мӗнпур ҫутӑсем — Хӗвел, Уйӑх, планетӑсем тата ҫӑлтӑрсем — Ҫӗр тавра талӑкра пӗр хут ҫаврӑннӑн туйӑнаҫҫӗ, ҫав ҫутӑсем тепӗр майлӑ — хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле куҫаҫҫӗ. Вӑл пӗшкӗнчӗ те тӗттӗмре кашт ҫеҫ палӑракан темле тӗссӗр чечеке татса илчӗ. Ҫамрӑк капитан сӑртӑн чи тӑрринче ларакан карта ҫине кӑтартрӗ. Вӗренме кӗресшӗн ӑмӑртакан ҫак япӑх пӗлекен ҫынран хам маттуртарах пулнине туйса, эпӗ йӑл кулмасӑр чӑтма пултараймарӑм, анализ патне ҫитнӗ хыҫҫӑн Иконин хальчченхи пекех йӑлтах аптраса ӳксе чӗмсӗрленсен, вара ман кулӑ йӗрӗннине те кӑштах палӑртрӗ. Ку вӗт, патша апачӗ. Эс — шуйттан илсе каясшӗ… Тӗреклӗ вӗренне вӑл пуринчен ытларах каҫсенче хӗрхенмен. Ҫавӑнтанпа Арканзас вӑрманӗнче ир тытӑнса каҫчен пуртӑ сасси, хӑш чухне тата юрлани те илтӗне пуҫларӗ. Кирила Петровича ку майпа палла-тӑрансем саламласа ырӑ суннӑ, туя хатӗрленнӗ. Плетнёвпа эпир пӗр койка ҫинчех ҫывӑраттӑмӑр, эпӗ — каҫхине, вӑл — кӑнтӑрла. Ӗнер сире хӑваласа ҫитес тенӗччӗ те, ҫулӗ пирӗн урӑх тӗлтен пулчӗ. Хуҫалӑхра мӗн кирлӗ пулать, ыран Островновран ыйт, ӑна приказ парӑп, факт. Кольхауне пуринчен те ытларах тӗлӗнсе, хӑраса кайнӑ пек туйӑннӑ. Марат ҫиллине шӑнӑраймасӑр калаҫма тытӑнчӗ: — Робеспьер! Гасиенда патӗнчен чылай хушӑ тӑсӑлса каякан, пӗтӗмпех хӗвелпе ӗнсе, ҫунса кайнӑ пушӑ вырӑнпа иртсессӗн, Кольхаун лутра акаци чӑтлӑхӗ патне пырса ҫитрӗ. Сехет ҫурра яхӑн тӗрлӗ сӑнавсем туса пырса, эпӗ ҫухрӑм юписем ҫинчи чалӑш-чӑлӑш цифрӑсем ҫине пӑхмастӑп. Анчах акӑ хӗвел ман пуҫа, ҫурӑма хытӑрах пӗҫертме пуҫлать, ҫул тусанӗ ҫӑралать, чей ещӗкӗн виҫ кӗтеслӗ хуппи мана ытларах кансӗрлекен пулать, эпӗ темиҫе хут урӑхларах куҫа-куҫа лартӑм: мана пӑчӑ, кансӗр, кичем. Халь вара ӑна ку та йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Вӗсем пурте Татаринов капитан ҫырӑвӗсем тесе шутламастӑп эпӗ. Тӗрӗссипе вӗсем — тӗрлӗ ҫынсенчен илнӗ тӗрлӗ ҫырусем, экспедици ҫинчен е ҫавӑн пекреххисем пулнӑ ӗнтӗ. — Синьорӑран кӑна ыйтас тетӗп… Акӑ халь манӑн пуҫ ыратма тапратрӗ. Эпӗ таҫта, ҫынсем сахалтарах ҫывӑрнӑ, сахалтарах ятлаҫнӑ ҫӗрелле, турра жалобӑсем парса ҫавӑн пек аптӑраман ҫӗрелле, хӑрушӑ судпа ҫынсене час-часах кӳрентермен ҫӗрелле каясшӑн пӑшӑрханатӑп. …Мункун эрнинче шӑматкун Орански монастыртен хулана Владимирски турӑ амӑшӗн хӑватсем тӑвакан сӑнне илсе пыраҫҫӗ; вӑл июнӗн ҫур уйӑхӗ таранчченех хулара хӑналаса пурӑнать, кашни чиркӳ прихутӗнчи пур ҫуртсене те, пур хваттерсене те пырса хӑна пулса тухать. Иккӗшӗ паллашнӑ хыҫҫӑн Паганель халӗ пуҫласа майорпа пур енчен те килӗшрӗ, мӗн май ҫитнӗ таран ӑна дикарьсене ятлаҫма пулӑшрӗ. Мана арӑм мӗн тума кирлӗ? Ҫавӑн хыҫҫӑн пилӗк-ултӑ кун хушши Зинаидӑна кураймарӑм эпӗ; вӑл чире печӗ, ҫапах ку сӑлтав флигеле ялан «дежурствӑна» пырса ҫӳрекенсене йышӑнма чӑрмантармарӗ; Аялта, сӗтел йӗри-тавра, пуҫӗсене усса марсиансем лараҫҫӗ, — ҫынсемлӗ карапа шӑпах вӗсем кӗтсе илнӗччӗ сивлек ҫурт пусми ҫинче. Давыдова курсан, качака таки хусканса илчӗ, сухалне чӗррӗн суллакаларӗ те, пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑ хыҫҫӑн, васкаса ун ҫулне пӳлме чупрӗ. Вӑл сержант ҫине, унӑн ҫӑмламас пит-куҫӗ ҫине, куҫхаршипе мӑйӑхӗ ҫине тата кӑвар пек ялкӑшакан куҫӗсем ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ. Типӗри шапана урапа тапса иртнӗ пек ҫеҫ, лӑпкӑн кӑна утса кайрӑм. Вӑл Катя пулчӗ. Йывӑҫ тӑрринчен вӑл мӗн пурӗ те чӳрече янахӗ ҫумне шутарса лартнӑ краватӗн пӗр пайне тата утиялпа витнӗ ҫын урисене ҫеҫ курчӗ. Ӑна кунта курасса кӗтменччӗ Елена, ҫавӑнпа та: «эсир! тавах сире!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те унӑн мӑйӗнчен ҫакӑнчӗ; Сӑмах май, факторие пур енчен те ҫӳллӗ хӳме тытса ҫаврӑннӑ — ун урлӑ каҫма ҫӑмӑлах мар. Эпир фотомагазина кайрӑмӑр та лейкӑ туянтӑмӑр… Тепӗр чухне клуба каяс умӗн каҫпа та пирӗн пата кӗрет, фортепьяно умне ларать, пире хӑй тавра пухать те кӗлесӗр аттипе тапа-тапа (вӑл кӗлеллӗ атта юратмасть, ҫавӑнпа яланах кӗлесӗр атӑ тӑхӑнать) цыгансен юррисене юрлать. Вӑл лӑпкӑ пулни, унӑн сасси ҫемҫе, сӑнӗ уҫӑ пулни Павел амӑшне хӑюлантарчӗ. Ӑна ыттисемпе пӗрлех Ситников та икӗ хутчен чӗнчӗ. Одинцова каллех пырса ларчӗ, каллех веерне тытрӗ. Ку вӑхӑтра унӑн кӑкӑрӗ те пулин хӑвӑртрах сывламасть. Аркадий вара, унӑн ҫывӑхӗнче пулма тӗл килнӗшӗн савӑнса, унӑн куҫӗсене, хӳхӗм ҫамкине, мӗнпур ырӑ та чаплӑ ӑслӑ пит-куҫне пӑхса, каллех пакӑлтатма тытӑнать. Ҫапӑҫу пӗтнӗ ӗнтӗ, хире хирӗҫ персе тӑракан тупӑ сассисем кӑна ҫаплах-ха вӑйлӑн кӗрслетеҫҫӗ. Пӗччен пурӑннипе тата вилекен чирлӗ амӑшӗн вырӑнӗ патӗнче ҫывӑрмасӑр ирттернӗ ҫӗрсенчи аван мар шухӑшсем пӗтнӗ, турра кӗлтуса хӑтӑлма тӑрӑшнӑ иккӗлентерекен шухӑшсем пӗтнӗ. — Мӗн калаҫасси пултӑр! — Ман упӑшкама, Петр Матвеича та вӗлерчӗҫ, — тӳрех тата сиввӗнрех каларӗ вӑл. Лидӑпа Развалихин нумая пынӑ пухуран тин ҫеҫ тавӑрӑнчӗҫ. Ах, ҫав сунарҫӑсемпе ӗнтӗ. Олизар Михинпа кӗрешме тапратрӗ, пӗчӗк те килпетсӗрле Михин вара, пурне те тӗлӗнтерсе, лешне, ҫӳллӗ те яштакскерне, икӗ хутчен умлӑн-хыҫлӑнах ҫӗр ҫине ҫавӑра-ҫавӑра ҫапрӗ. — Тата кашни к-контрабандист. Телейӗме пула. Анчах вӑл-ку ним те палӑрмасть-ха, ҫавӑнпа та, халлӗхе шыв ҫурҫӗрелле хытӑ юхса тӑнӑ чухне, ҫӑлӑнса тухасси ҫинчен шутламалли те ҫук. Гленарванпа майор шыв юхӑмне сӑнанӑ вӑхӑтра йывӑҫ ҫинче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ, унтан сунарҫӑсем хаваслӑн шавласа илчӗҫ. Хыҫалта — пӗтӗм ялӗпех — пӑшал сассисем витӗрех тӗрлӗрен сасӑ илтӗнсе тӑрать. Дубава пичӗ тӗксӗмленчӗ. Ҫав укҫана хӗстерсе чикрӗн те, халӗ тата тырруна та илсе юлма шутлатӑн пулать? — Юрӗ, каласа парам эппин сана, — тенӗ те Киш, шӑмӑ ӑшӗнчен мимине ӗмсе илсе ура ҫине тӑнӑ. Эсӗ манпа пӗрле каятӑн пулсан, ҫавна эсӗ хӑвах курӑн. Кирлӗ сӑмах тупайманнипе вӑл пӗр хушӑ шарламасӑр ларчӗ, унтан: — Чӗрӗ чунсем… — тесе хушса хучӗ. — Манӑн ҫын… Ҫӳлӗскер, типшӗмскер, кӗл тӗслӗ ҫӳҫлӗскер, вӑл ула пиртен ҫӗлетнӗ вӑрӑм юбка аркине урисемпе варкӑштарса, кӑмака кукринче ҫаврӑнкаласа ҫӳрет. Вӑл Джемма аллине хытӑ чӑмӑртаса ӑна питӗнчен пӑхса илесшӗн пулчӗ, анчах Джемма пӑрӑнса хӑйӗн пӳрнисене Санин аллинчен вӗҫертрӗ. Латыш, Павелӑн хӗрӳ сӑмахӗсене пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресе итлерӗ те, юлашкинчен каларӗ: — Кружок ҫинчен калаҫма пӑрах эсӗ. — Мӑйкӑчӑ валли ӑна тытас пулать-ха, — терӗ Айртон. «Эпӗ ҫемҫе, вӑйсӑр ҫын, хамӑн ӗмӗре тӗттӗм кӗтесре пурӑнса ирттертӗм, — тенӗ вӑл, — эсӗ вара ахаль мар ҫынсемпе нумай пурӑннӑ, вӗсене аван пӗлетӗн: эсӗ ӑмӑрткайӑкла пӑхатӑн», — тенӗ. Кам вӑрҫтартӑр вӗсене?» терӗ Антон Прокофьевич. — Николенька, пӗлетӗн-и вӑл мӗн ҫырнине? — терӗ Катя, хӑйне ют ҫӗршыв хӗрачи тенӗрен кӳренсе, — вӑл… Анчах эпӗ вӑл мӗн пирки ҫак ӗҫе тытӑннине пӗлместӗп. — Анчах, пичче, эсир паян ытла та хавас-ҫке? Пӗр-икӗ сехет пек иклетет те, тухатмӑш, вара харлаттарма тытӑнать. Эпӗ пӗлместӗп, мӗнле тумтирипе пырӑп-ха эпӗ унта, анчах пароль сире паллӑ вӗт? Авӑ ман умра пӗлӗт ҫӗкленет, аякра ҫӑлтӑр йӑлтӑртатать; тӗксӗм йывӑҫсемлӗ вӑрман тӑрса юлать, ӑна уйӑх ҫутатать; ура айӗнче кӑвак тӗтре сарӑлать; тӗтрелӗхре хӗлӗх янӑрать: пӗр енче тинӗс, тепӗр енче Итали ҫӗршывӗ; авӑ вырӑссен пӳрчӗсем те курӑнаҫҫӗ. Мӗнле лешӗ-ха вӑл? Куҫхаршийӗсем ерипентерех те ерипентерех хускалаҫҫӗ. — Мӗн Ганни эпӗ сирӗншӗн! Мана телейлӗ шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Эпӗ тытса пыракан юпа чӗтренсе, шатӑртатса илчӗ, пире питӗ хытӑ сиктерчӗ те, юпа ҫул ҫине тухса ӳкрӗ. Фортепианӑпа каланӑ чухне, уйрӑмах хӑй ӑшӗнчи шухӑшсене парӑннӑ самантсенче, унӑн алли айӗнчен халь ӗнтӗ пӗчӗк чансен илемлӗ сассисем шӑранса тухаҫҫӗ, унтах пысӑк чанӑн пӑхӑр янравӗ ассӑн сывлани те илтӗнет… — Сывӑ-и? Адриан хӑй патне пухӑннӑ вилесем хушшинче хӑй шараҫланса пытарнӑ ҫынсене, тата халь ҫеҫ хӑйпе пӗрле кӗнӗ хӑна — чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра пытарнӑ бригадир иккенне уҫҫӑнах палласа илнӗ. Ҫак тӗлӗнмелле упражненисем мӗне пӗлтернине курас тесе, Макҫӑм картиш урлӑ такӑлтаттарса каҫрӗ те тепӗр минутранах гостинӑйне пырса кӗчӗ. Анчах вӗсем яла пуленккене хӑйӑ тума ҫурнӑ пек ҫураҫҫӗ, акӑ мӗн! — Урӑхла май та ҫук. Эпӗ мӗн, хирти ҫум курӑкӗ-им? Ҫынсем кунтан революци вӑхӑтӗнче тухса кайнӑ. * * * Карета Висбаденри дворец евӗрлӗ гостиница умне пырса чарӑнчӗ. — Ывӑлӑм… — терӗ те Пӑван сӑмахне пӳлсе священник, малалла тухрӗ; ыттисем пӑрӑнса кайрӗҫ. Пӑванпа священник иккӗшӗ ҫеҫ юлчӗҫ. Томӑн хӑлхи ыратнине пӗҫерсе тӑчӗ пулсан та, ҫапах та ун чӗри савӑнса хӗпӗртерӗ. Сӗтел хушшинче ларакан пӗр-пӗр господин аллипе темле кирлӗ-кирлӗ мара та тытнӑ пулӗ, хӑй вара ҫӑкӑр илет те тытӑнать ӑна ҫемҫетме, унтан сана чӗнсе илет те ҫав йӑвана ҫӑвара хыптарать. Ним тӑва пӗлмесӗр чарӑнса тӑчӗ. Эсӗ ҫакӑн пек ҫырма пӗлетӗн-и, Джордж? — Ҫапла, юратать вӑл ӑна, — терӗ Лозневой, Марийка ҫинчен шухӑшласа. Акӑ тата, калӑпӑр, санӑн аллу чикесӗр вӑрӑм, тем тӑршшех. Шкул начальникӗ кам пек пулма тарӑшнине, юриех кӑштах тытӑнчӑклӑн, лӑпкӑ кӑна баспа калаҫнине те чухлатпӑр. — Ӗҫӗрсем мӗнле пыраҫҫӗ? Карлсбрукра пӗр банк пур, суд ҫурчӗ, пасар, пӗр шкул, пӗр чиркӳ тата пурте пӗр манире килекен чул ҫуртсем ҫӗре яхӑн. — Кутья пӗҫерме кӗрепенке ҫурӑ иҫӗм ҫырли, тӑватӑ кӗрепенкӗ сахӑр тата виҫӗ кӗрепенкӗ сарачински вир кӗрпи кирлӗ. Лаша ҫак какай таткине ехуне пачӗ, лешӗ вара ӑна ӗмӗтсӗрленсех ҫисе ячӗ. — Суятӑн, — кӑшкӑрчӗ старик, чарӑнса тӑрса. — Инҫе-и вӑл? Тепӗр сехетрен вӑл Сузи ятлӑ тарҫине чӗнсе илнӗ, эмелсем илсе килме ыйтнӑ, унтан вӑйсӑр сассипе:— Мана аванрах. Тата пирӗн кӳршӗсемпе те паллашасчӗ. Вӗсене мастер та пулӑшнӑ. Эпӗ следовательсен пуҫне минретнӗ, хама никам мар вырӑнне хунӑ чухне вӗсем мана пӗччен тытрӗҫ. Ӑна манӑн ачаранпа пӗрле ӳснӗ юлташ туяннӑччӗ; вӑл сайра тӗл пулакан ҫын, унпа эсир те йӑлтах туслашса кайнӑ пулӑттӑрччӗ; пирӗн хушӑмӑрта санӑнни-манӑнни пулман. — Пирӗн кӗлетри шӑшисене кам тытӗ вара? Сасартӑк ун умӗнче темӗскер хуранӑн курӑнса кайнӑ. — Атте, — терӗ вӑл, — хӑвна хамӑн ырӑ тусӑмпа, Базаровпа, паллаштарма ирӗк пар-ха ӗнтӗ. Ун ҫинчен эпӗ сан патна ҫырусенче яланах ҫырсаттӑм. Вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ, пирӗн патӑмӑрта хӑна пулма та килӗшрӗ. Озеров капитан ҫав вӑхӑтра траншейӑран сиксе тухса малалла ыткӑнчӗ. — Паллах ӗнтӗ, вӑл ҫапла, — тенӗ Зеб, ҫакӑнта тӑракан ҫынсене, суд ӗҫне ҫавӑрасшӑн пулса. Анчах та мана урӑх шкула куҫарма! Вӑл государствӑра пысӑк вырӑнсенчи иккӗлентерекен ҫынсем апата хӑш вӑхӑтра ҫинине, вӗсем хӑш аякӗ ҫине выртса ҫывӑрнине, тата ҫакнашкал ытти сведенисемпе те интересленме хушать. Каса-дель-Корво гасиенди лӑпах тӗлме-тӗл леш енче ларнӑ. — Э-эх, ваше степенство! — ассӑн сывласа янӑ мужик. Сасартӑк ун чӗринче хӗвел пек ҫутӑлса кайрӗ. Аллӑмӑрсем пулӗҫ-ха пирӗн, пуҫӗ пулмӗ. — Пуҫӗ те пулать! — хӗрӳленсе ӗнентерчӗ Яков Лукич. Кӑнтӑрла иртсен, Алвиш тыткӑнри ҫынсене сутма площаде илсе тухма хушрӗ. Хула тӑрӑх «нимӗҫсем килеҫҫӗ» тенӗ хыпар сарӑлчӗ. Кассий Кольхаун ҫавӑн пек хӑрушӑ пуласран урӑх хӑрамасть ӗнтӗ, хӑрушӑлӑх иртсе кайнӑ тесе йӑпатать вӑл хӑйне. Кораблев сиксе тӑчӗ. Вӑл хирӗҫ сӑмах чӗнмесӗр ашшӗ сӑмахне пӑхӑннӑ, унтан ытла — вӑл пӗччен ҫӳреме мар, юланутпа уҫӑлса ҫӳреме те пачах пӑрахнӑ, тӑванӗсемпе пӗрле те ҫӳремен. Ухмахланни кӑна вӑл. Винтсен юрлавӗ, ҫунатсенчи ҫил шавӗ, ҫинҫе шӑхӑрав, ылтӑн йӑлтӑртатӑвӗ, сывлӑш сенкерлӗхӗнчи тумтир чӑпарлӑхӗ, аялта — парксен йӗпкӗн хӗрлӗ е майра кайӑк тӗслӗ ҫулҫӑлӑхӗ, картлашкаллӑ ҫуртсен хӗвел пайӑркисенче ҫуталакан чӳречисем; пӗтӗмпех — тӗлӗк пек. Укҫасӑр пуҫне, влаҫа мӗскер парать?.. Кун варринче хула ҫийӗн правительство киммисем вӗҫсе иртрӗҫ, тӳперен урамсене шурӑ пӗчӗк афишӑсем тӑкӑнаҫҫӗ. Эпӗ мӗн каласси вӑл суд умӗнчи ҫынна питех пырса тивмест, ун вырӑнне тӑма кирлӗ ҫынна ытларах пырса тивет. Ҫав укҫана эсир Деннипе ҫапла уйӑратӑр: ҫирӗм проценчӗ сире пулать, сакӑрвуннӑшӗ — ӑна. Кӑвак тӗслӗ шултӑра кӑвакарчӑнсемпе хӗрлӗ ҫӗлӗклӗ шӑнкӑрчӑсем туземецсем ҫывхарнине курсанах сывлӑшалла ҫӗкленсе хӑпараҫҫӗ. Сӑрт урлӑ тепӗр кунхине каҫса кайнӑ чухне вӑл-ку нимӗнех те пулмарӗ. Кордильерсем урлӑ каҫса кайнӑ ҫынсемшӗн ку чӑрмавлӑ сӑрт пулма пултараймасть, ҫавӑнпа та вӗсем ун урлӑ лашисене чуптарсах каҫса кайрӗҫ. — Тӗрӗс калатӑр, сэр, — терӗ Джон Мангльс, — анчах штильсем кӗтмен ҫӗртен пулса тӑни шӑп кӑна ҫанталӑк тӑруках улшӑнса каясса пӗлтерет. Ҫаплах ӗнтӗ, ман аттӑм та начар, эпӗ — пӗчӗккӗ те тирпейсӗр, ытла шуранка ача. Портрета ҫырса пӗтерес халӗн эпӗ тата ҫакна калас тетӗп: сӑмси унӑн кӑшт каҫӑртарах, шӑлӗ шап-шурӑ, куҫӗ чакӑр; унӑн куҫӗ пирки манӑн тата темиҫе сӑмах каламалла пулать-ха. — Ҫапла ҫав. Начальника чи хӑюлли, чи вӑйли те чеескерри суйланнӑ, ун влаҫне пуртех те, ӑна хӑйне пӑхӑнса тӑраканӗсемех пӗрре-пӗрре тытса вӗлериччен, чӑн-чӑннипех турӑран килнӗ пекех йышӑннӑ. Елена унӑн хӑюсӑр куҫӗсем мӗнле пӑхнине, унӑн куллине аса илчӗ, вара хӑй те ӑшшӑн кулса шухӑша кайрӗ, анчах халь ун ҫинчен мар ӗнтӗ. Аллисем ылттӑн, анчах хӑй чараксӑр ӗҫет. Ирттерсе ярӑр ӑна!» тесе кӑшкӑртӑн? — Мӗншӗн тесен пин салтаклӑ отряд пӗр ҫын ҫине тапӑнни намӑс. Ҫӗнӗ Конституци проекчӗн пилӗкӗмӗш уйрӑмлӑхӗ вӑл — йӗркелӗн аталанса пыракан тата мӗн вӗҫне ҫитиех ҫирӗп демократизм пулса тӑрать. Шкул пӗтерсен, хӑйне ырӑ тунӑ Джемс Уэлдонӑн кит тытакан карапӗ ҫине кӗҫӗн матрос пулса ӗҫлеме кӗнӗ. Акӑ халь эп Мускава таврӑнтӑм та, хамӑн ватӑ учителӗм патне кӗтӗм; ҫав историе вӑл тахҫанах маннӑ та пулӗ, теттем, анчах вӑл мана халь: «эсӗ терӗс каланӑ иккен!» — тет. Акӑ, хайхискер, килеҫҫӗ, каҫма тӑрӑх васкаса утаҫҫӗ, — каҫма хӑмисем, шыва перӗнсе, янӑравлӑн, ҫиллессӗн шаплатса юлаҫҫӗ… Ҫутӑра такам пуҫӗ курӑнса кайрӗ: ку Гейка иккен. Ун хыҫҫӑн Сима Симаков, Коля Колокольчиков тата тепӗр темиҫе арҫын ача улӑхрӗҫ. Ривареса арестлени ҫинчен Легата пӗлтерсе, полковник следстви тӑвас ӗҫе хӑйне хисеплесе пама ыйтнӑ; ку хӑйне хиселени пулать, тесе шухӑшланӑ вӑл, анчах следстви тума ирӗк илнӗ хыҫҫӑн, вӑл Риварес унран вӑйлӑрах пулнине хурланмасӑр каласа пама пултарайман. Вӑл вилнӗ хыҫҫӑн аннеҫӗм Мускава самаях пысӑк укҫа куҫарчӗ. — Эй, эсир, унта, аялтисем, пӑхӑр-ха, виле ӳчӗ ҫинче мар-и? — каллех кӑшкӑрчӗ суккӑр ҫын. Вӑл эсӗ элеклени ҫеҫ пулать. Эпӗ нимех те мар; ун вырӑнне… кайран… кайран… манӑн чӗрене эсӗ икӗ аллупах ярса илтӗн. Ҫавӑнпа Том питех тарӑхса кайрӗ. Пӗтӗм кӑмӑлтан пиччеме сума сунипе эпӗ уншӑн та, хамшӑн та ҫимеллипех тӑрӑшса ҫирӗм. «Хам каланисем тӗрӗссине ҫирӗплетес майпа, — тесе малалла тӑсрӗ хӑйӗн сӑмахне ман хуҫа, — эпӗ сирӗн пурнӑҫа, сирӗн йӑласемпе хӑнӑхусене хамӑр ехусен пурнӑҫ йӑлисемпе танлаштарса пӑхрӑм. Хӗрарӑмсем улӑм шлепкесемпе, хӑш-пӗрисем ҫурма ҫӑм, теприсем ҫӗрмамӑк кӗпесем тӑхӑннӑ, ҫамрӑкраххисен ҫийӗнче — ҫитса кӗпесем. — Ефимран ыйт — ӳсӗрличчен ӗҫнӗ-и, ӗҫмен-и?.. — Тата чи кирли — ытла нумай москит илсе ан килӗр кунта! — хушса хучӗ Том. Хӗр, шухӑша кайса, ҫӑра куҫ харшине ҫӗклесе, ӗмӗтленекен пысӑк куҫӗпе инҫетелле пӑхса ларчӗ, унӑн шуранка сӑнӗнче вӑл малашне мӗн пуласси ҫинчен лӑпкӑн шухӑшлани палӑрчӗ. — Вӑл йывӑр аманнӑ. Вӑл ӗнтӗ пӗтӗмпех шутласа хучӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса тухсан, ҫӑмӑл урапа хӑйне мӗн тума кирлӗ пулассине вӑл лайӑх пӗлет. Тункатасене пырса ҫапӑнасран та хӑрамарӑмӑр эпир: ҫиҫӗм пӗрмаях ҫутатса тӑнӑ пирки пӗтӗмпех курӑнать, тункатасем тӗл пулсан, сулла вӑрт! ҫеҫ аяккалла пӑратпӑр. Эпӗ унпала пӗрре ирхине, Ярмаркӑналла уттарнӑ чух паллашрӑм: вӑл килхушши хапхи умӗнче сӗм пӗлми ӳсӗр хӗре извозчикӑн пролетки ҫинчен туртса антаратчӗ; ӑна ансарах ларнӑ чӑлха тӑхӑннӑ урисенчен тытса, пилӗк таран ҫарамаслантарса, вӑл ухлатса та кулкаласа, ним намӑса пӗлмесӗр турткалатчӗ, ун ӳчӗ ҫине суратчӗ; хӗрӗ, лучӑрканса пӗтнӗскер, суккӑрскер, ҫӑварне карса пӑрахса, хӑйӗн ҫемҫе те сикнӗ пек пулнӑ аллисене пуҫӗ урлӑ пӑрахса, пролетка ҫинчен шуса аннӑ чух ҫурӑмӗпе, ӗнсипе тата кӑвакарнӑ пичӗпе пролетка ларчӑкӗ ҫумне, пускӑчӗ ҫумне пыра-пыра ҫапӑнатчӗ, юлашкинчен, пуҫӗпе чулсем ҫумне сапӑнса мостовой ҫинелле ӳкрӗ. Шыв илсе кил тата. — Ку консул тӑр ухмах пулас, — терӗ вӑл хаярланса. — Тӗпӗ-йӗрӗпе чиперрӗн пӗлмесӗр мӗнле вӗлерттерме пултарнӑ вара вӑл хӑй арӑмне? Эсир тата Находка, малта пыракан ҫынсем, кунта ирӗкре мӗн чухлӗ ӗҫ тума пултаратӑр, — шухӑшлӑр-ха! — Чарӑн, мана каласа пӗтерме пар. Мӗн тума шутлаҫҫӗ вӗсемпе? Оппозицие хирӗҫ кӗрешни пирӗн ӗретсене пӗтӗҫтерчӗ, вӑл ҫамрӑксене идея енчен ҫирӗплетрӗ. Камран ҫуралнӑ вара вӑл? Часах вӑл татах калаҫма тапратрӗ: — Эпӗ ниепле те ӑнланса илейместӗп: пирӗн хуҫана сеттльменте мӗскер ҫав тери хытӑ туртать-ши? Сӑмах майӗн ӗҫсем ҫинчен. Мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха доктора ҫак картӑна мана пама, юратнӑ Джим? — терӗ вӑл. Пӗр кунхине мана Мстислав Сергеевич чӗнет, ӳкӗтлет: «Алексей Иванович, Марс ҫине сирӗнсӗр вӗҫме-и унта?..». Анчах Ривэра куҫӗсем умне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ курӑнусем тухса тӑнӑ. Петр Андреич! Ял Совет умӗнче, темшӗн пӑлханса, пӗр ҫирӗме яхӑн хӗрарӑм сӑмах ҫапса тӑраҫҫӗ. Сӑввине питӗ ирӗккӗн ҫырнӑ, эпӗ ӑна лартма цензор мӗнле ирӗк панинчен те тӗлӗнтӗм. Пурне те, пӗр ҫын юлмиччен!» Пуринчен ытла хӗрарӑмсемшӗн ҫунатчӗ. Пуҫласса эс… начар мар пуҫларӑн, пурне те тивӗҫлӗ пек туса таврӑнтӑн, аллунти тилхепене хытӑ тытрӑн… Нивушлӗ эпир… пӗччен кӑна… пӗччен… лере вара, пур ҫӗрте те — ҫак ҫитме ҫук тӗпсӗр тата тарӑн вырӑнсенче, — пурте пирӗншӗн ют? Мана ирӗке кӑларнӑ условисен юлашки пунктӗнче император мана тӑранса пурӑнма 1728 лилипута тӑранмалӑх апат-ҫимӗҫ парса тӑма сӑмах пани ҫине ҫак кӗнекене вулакан асӑрхаса пӑхтӑр. — Ку манпа пулса иртнӗ ӗҫ. Ӑна эпӗ кӑна курнӑ. Хӑй палӑртнӑ тӑшман Мересьев прицелӗнчен шуса тухса кайрӗ. — Ан чӗн! — терӗ хуллен Макар. Эпӗ ҫур ҫул ӳстерсе каларӑм. Аустин персе ҫитрӗ. Унӑн аллинче Паганель ҫырса Гленарван алӑ пусса янӑ ҫыру пур. — Горизонта сӑнатӑп. — Эсӗ ун чух эпӗ панӑ укҫана мӗншӗн илмен? Вара старик хӑйӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр историйӗсене калама пуҫланӑччӗ. Эпӗ ӑна хирӗҫле каласа пӑхрӑм та, вӑл: «Мана вӗрентесси санӑн ӗҫ мар!» — тесе хучӗ. — Ху каларӑн — аллӑ виҫҫӗ тесе! Манӑн кӑмӑл уҫҫийӗ пӗртен пӗрре ҫеҫ: вӑл — юланутпа хула хыҫне тухса тӑшманпа пӗркелешсе таврӑнасси. Пугачев кӑмӑлне пула, манӑн маттур лашам пур. Анна ун аллине чылайччен тытрӗ — пӗччен юлас килмерӗ. Вӗсем шутсӑр савӑнчӗҫ, ҫапах та вӗсен савӑнӑҫӗ, манӑннипе танлаштарсан, нимӗн чухлӗ те ҫук; эпӗ ҫӗнӗрен ҫуралтӑм тейӗн, хам кам иккенне пӗлнишӗн ҫав тери хӗпӗртерӗм. «Пӑх-ха, мӗнле пушмак илсе килтӗм эп сана валли! — терӗ Вакула. — Кайрӑмӑр. — Юланутпа-и? О, ҫӗҫӗ ҫумра-ҫке! Ку таврара халь ӑна тӑхӑнса ҫӳреме мода ҫук. — Лена, Леночка! — хытӑ хумханса кӑшкӑрчӗ Корытов; ҫав хушӑрах Воропаев сӑмахӗсемпе килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне сулла-сулла илчӗ. — Мӗн пӑхса тӑратӑр? Пӗри-офицерӗ — подзорнӑй трубаран Севастополь ҫине пӑхма тытӑнчӗ, тепри, казакпа килнӗскере, офицер пӑхнине сӑнаса тӑчӗ. Каллех шӑп пулчӗ. Вӑл Ольга ятлӑ пулнӑ: Ольга халӗ Камышинри вӑрман ҫуракан заводра, яш чухне Алексей хӑй те металл ӗҫӗнчи токарь пулса ӗҫленӗ ҫӗрте, техникра ӗҫленӗ. — Нивушлӗ эсӗ нимӗн те запас туса хӑвармастӑн? «Вилнӗ!» — терӗм эпӗ, швейцар ҫине тӑнсӑррӑн пӑхса, унтан тухрӑм та тӗлли-паллисӗр, таҫталла уттартӑм. Унӑн вӗҫӗнчи кӗске мачтисем ҫинче вертикаль винтсем хӑватлӑн улаҫҫӗ, карапа анма памаҫҫӗ. Путсӗр Наполеон пире тыткӑна та илмест, ямасть те! und der Bösewicht Napoleon wollte uns nicht gefangen nehmen und auch nicht freilassen! — Эсӗ Бэлӑна вӑрттӑн илсе килни… Ман шутпа, темле ухмахла ӗҫ пулса тухнӑ. Пуринчен ытларах, — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ хамӑн хуҫана, — сирӗн величествӑн ҫакна шута илмелле: сирӗн ехусем пекех, пирӗн гуигнгнмсен те пӗр чӗпкӗм ӑс-тӑнӗ те ҫук. Сысна юлашкинчен ачана хӑй ҫинчен ывӑтса хӑварать, ҫакна кура кӑмӑлӗ тулнӑ карчӑк каллех турӑшсем еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. — Манӑн унта мӗн тӑвас вара? Шурӑрах ҫӳҫлӗ хӗрача пуканине урисенчен кутӑн тытнӑ та, унӑн йывӑҫ аллисемпе сӳсрен туна ҫӳҫӗ хӑйӑр тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ. Ун вырӑнне Тихӑн Осетров калаҫма пуҫларӗ: — Кунта, донецсем, вӑрттӑн пӑшӑлтатмалли ҫук. Йышӑн парнӳне, апат пӗҫерсен вара — мана хӑналанах! Хӑҫан та пулин нушана кӗрсе ӳксен, пӗччен, пӳрт-ҫуртсӑр тӑрса юлсан, мана шыра. Хресченсемпе ялти рабочисем хӑйсен ачисене килтех пӑхса ӳстереҫҫӗ. Исайшӑн никама та арестлемерӗҫ-и-ха? — тесе ыйтрӗ. Пирӗн аннесем туслӑ пулнӑ. Бенчо Дерман аллипе шанчӑксӑр сулкаласа илчӗ. Ку — айванла вӑл, анчах та мӗн те пулин тӑвас пулать-ҫке! Вӑл эпӗ чӗлхесӗрри ҫинчен каласшӑн пулчӗ, анчах хӑйне хӑй тытса чарчӗ. Аякран ҫил Петропавловск соборӗн хурлӑхлӑ сехет сассине ахрӑмлатать, — иккӗ ҫапрӗ. Наталья яланхи пекех нумай, тӑрӑшса кӗлтунӑ, ун хыҫҫӑн вара вырӑн ҫине месерле йӑваннӑ та ҫине тӑрсах упӑшкине хӑйӗн кӑпӑшка ӳчӗпе йӑпанма чӗннӗ. — Ну, чип-чипер кӑвакарчӑнсемех, икӗ ураллӑ, икӗ ҫунатлӑ, кашнин — пӗрер пуҫ, тепӗр вӗҫӗнче кашнийӗнех хӳре пур, иккӗшӗн тумтирӗ те тӗкрен, урисене ним те тӑхӑнман, чухӑннине пула хӗлле те ҫара уранах ҫӳреҫҫӗ. Юрататӑп»… тесе йынӑшса илнӗ. Хӑй ҫине хӑй ҫапла пӑхма вӗрентӗр-ха вӑл — пурпӗр яланлӑхах чи аялта тӑракан япала пулса юлать. Эпӗ унтан вӑл ӑҫта пурӑннине ыйтрӑм. Матрос — ну, апла пулсан, ӗҫӳ сан — паллӑ. Тата вутӑ та йӑтмалла пулсан… тавтапуҫ! — Ҫапла ҫав, темиҫе ҫӗр хут та каланӑ. Стаканне шаклаттарса, вӑл сӑрине ӗҫет те хӑтине пуҫ таять, лешӗ, арпашса кайнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ пуҫне сулкаласа, хавассӑн кӑшкӑрать: — Епле тыткалатӑн эсӗ хӑвна, тӑхлачӑ! «Нимӗҫсем вӗсем хытӑ ӑшаланӑ ҫӗре килсе кӗрес ҫук, сӗкӗнме йывӑр вырӑна пырас ҫук! шухӑшларӗ вӑл. Аркадий коридор тӑрӑх хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ; ӑна кил пӑхаканӗ хуса ҫитрӗ те, ун пӳлӗмӗнче господин Базаров ларни ҫинчен пӗлтерчӗ. Миките картана кӗнӗ чух, ҫавӑнта пӗччен тӑракан, кӑшт усӑк кутлӑрах, пӑч-пач сарӑрах ластӑклӑ, тӗксӗм-турӑ, лайӑх вӑтам ӑйӑр ӑна хирӗҫ хуллен кӗҫенсе янӑ. Тавраран ҫаврӑнса кайса чикӗ патне ҫитме тата хӑвӑрӑн йӗрӗрсене пытарма сире виҫӗ кун кирлӗ. Шубин вара, чӑнах та, Чикурасов князь патне кайрӗ те ӑна чӗрене тивекен усал сӑмахсем кӑмӑллӑн каласа тултарчӗ. Павел ӑна хӑйӗн историне каласа пачӗ. Вӑл хӗрӳ те хӗрлӗн курӑнать, вӑхӑтран вӑхӑта тӗттӗмленнӗ пек туйӑнать. — Тен, вӑл Ламбручини агенчӗсенчен кам та пулин наркӑмӑш парса вӗлересрен хӑранӑ? — Ҫук, курӑнмаҫҫӗ. Ҫул ҫинче индеецсем тӗл пулма пултараҫҫӗ вӗт». Вӑрлани те хӑйне кура ӗҫ, йывӑр ӗҫ, паллах-ҫке — ху тӑрӑшса тупни питӗ те тутлӑ… — Кушак аҫи пирки килтӗм. Мана шӑлӗсемпе ҫыртса йӑтса пынӑ чух хама суранлатма мар, ман ҫири тумтире те ним те чӗрмерӗ. Тепӗр кун ҫавӑн пек ларнӑ вӑхӑтрах мана арӑмран ҫыру килсе пачӗҫ. Вӗтӗ-вӗтӗ чулсем ҫыран хӗррине киле-киле ӳкеҫҫӗ — ҫил тухнӑ пулмалла, ҫумӑр та ҫума пуҫларӗ. Соборӑн ҫӳллӗ тӳписем айӗнче майпен лӑпланнӑ хӑйӗн сасси Пӑвана калама ҫук хытӑ хӑратрӗ. Чи лайӑх хӗҫпӑшала казаксем ту ҫыннисенчен туянаҫҫӗ, чи лайӑх лашасене те вӗсенченех илеҫҫӗ е вӑрлаҫҫӗ. Унӑн арӑмӗ — Юнона ятлӑ имӗш. Вӑл йӑл кулса илчӗ. Сирӗн арӑмӑрсене, ачӑрсене хам хӳтлӗхе илетӗр: эпӗ вӗсене сиртен хӳтӗлетӗп. Марса сӑнанин историйӗ питӗ интереслӗ. Эпӗ ҫывӑхарах пытӑм та урайӗнче ларакан карчӑка курах кайрӑм. Паян манӑн питӗ те паллӑ кун. Вӗсенчен кашниех пӗр-пӗрне хӑйпе ӑмӑртакан телейлӗ хӗр вырӑнне шутланӑ. Луиза хӑйне лӑплантарма пултаракан сӑмахсене илтмен, анчах ҫав сӑмахсем ку таранччен те Исидорӑн хӑлхисенче янӑраса, ун ӑшне пӑшӑрхантарса тӑнӑ. Эпир те аптрасах каймастпӑр, ак мӗн калатӑп сана! Ҫав трубапа Галилей чи малтан тӳпери ҫутӑсем ҫине пӑхнӑ. Элиав керменрен тухрӗ те храма чупса кайрӗ, чӳк вырӑнӗн мӑйракине ҫавӑрса тытрӗ. — Юрӗ, — терӗ Фридриксон. — Чӑнах ҫав. Эпӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн пит тав тӑватӑп, кукамайпа пӗччен, куҫа-куҫӑн тӑрса юлсассӑн, ӑш пӑшӑрханнипе эпӗ ӑна калатӑп: — Мӗншӗн эсӗ кунта килсе ҫӳретӗн? Ҫук, ку пулма пултараймасть! «Тен радӑна пуҫтармастӑр-и?» Палуба ҫинче никам та ҫук. Пӗр-пӗччен юлсан-и е вӑл ыттисен калаҫӑвӗпе интересленмен самантсенче пурте шӑплансан, Петр тарӑн шухӑша путатчӗ те, унӑн сӑн-питӗнче темшӗн хурланни палӑратчӗ. Соломенкӑра хӗрсем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Вӑрман сайраланнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн уҫланкӑсем курӑннӑ. — Ку компас нимӗнле тӑвӑлтан та хӑрамасть. Титока ҫуна ҫине лартрӗҫ. Ҫапла-ши вара! — хӗрӳллӗн пӳлчӗ ӑна Артур. — Пӑх-ха, Аксель, пӑх! Анчах Тихонӑн куҫӗсем ирӗлсе, сапаланса пынӑ, вара унӑн сарлака янахлӑ сӑн-питӗнчи чул пек хытса тӑракан лӑпкӑлӑх Петр пӑшӑрханӑвне пусарса лартнӑ. Ҫав ҫынсен айванла чунне харпӑр хӑй ирӗкӗн законӗсем тӑрӑх ҫӑмӑл пурӑнӑҫ тума май пурри ҫинчен ӗмӗт хускатакан пур япала та хаклӑ. Хамӑн чысӑмпа тупа тӑватӑп, тен, эсех тӗрӗс! Чӑнах та, аялтан, кӗрлевлӗ шыв сикки евӗр, ачасем тӗпӗртетни, кӑшкӑрашни илтӗнет. Хӑйӗн мӗнпур кӳлепипе йывӑҫ ҫиле май тайӑлнӑ пулнӑ, унӑн сайра та хытӑ ҫулҫисем хӗвел ҫинелле мар, ҫил хыҫҫӑн пӑхнӑ, вӗсем пулас ҫил-тӑвӑлпа тытӑҫма тата унпа пӗрле вӗҫсе кайма яланах хатӗр тӑнӑ. — Пулмасть ҫав, тӑванӑм. Вӑл, чӑн та, тирпейсӗр пулин те, хӑй вӑхӑтенчи литература ӳсӗмне те сӑнаса пынӑ; кӑна вӑл ҫитӗннӗ ҫын хӑш чухне урамри пӗчӗк ачасем пынине тӗл пулсан, вӗсемпе пӗрлешсе кайнӑ пек туса пынӑ. Вара вӑл хуллен, хытсах ҫитеймен сассине кӑшт ҫеҫ пысӑклатса, сӑмах хушрӗ: — С-старши лейтенант юлташ! — Эх, Макар, Макар! Вӑл пӗр виҫӗ хут чӑмса илчӗ, унтан ҫурӑмӗ ҫинче выртса ишсе кайрӗ, киленсе куҫне хупрӗ. Памастӑп ҫӑра уҫҫисене, ӑнлантӑр-и? — Илсе кайӑр-ха ачасене ҫывӑрма… Ун хыҫҫӑн хӑйӗн кӗсри ҫинче Зеб Стумп пырать, Генри Пойндекстер виллине пӗрле турӑ лашана ертсе пырать. Хам эпӗ — нимӗн те пӗлместӗп, тӗрӗс мар, пӗр айӑпсӑр суд тунӑ ҫын пекех. Катьӑн хӑйӗн ӗҫӗ. Вӑл ӑҫта пурӑнни те паллӑ пулман — номерсенче курӑнать. Вӑл сылтӑм аллинче уҫӑ ылтӑн миххи тытса тӑрать, сулахай аллинче — йӗннине чикнӗ хӗҫ, — ҫакӑ ӗнтӗ вӑл асаплантарассинчен ытларах наградӑлама хатӗррине кӑтартать. Лилипутсем кирек мӗнле ӗҫе те кандидатсем суйланӑ чухне этемӗн ӑс-хакӑлне мар, кӑмӑлне ытларах пӑхаҫҫӗ. Лилипутсем: ӑс-хакӑлӗ вӑтамрах аталаннӑ кирек хӑш ҫын та пӗр-пӗр вырӑнта ӗҫлеме пултарать, теҫҫӗ. Чӑнах та, Америкӑна кайма чӗнекен нимӗҫ те ӑна тинӗспе каймалла тенӗччӗ, анчах тинӗсӗ ҫакнашкал пысӑк та ун тӑрӑх темиҫе талӑк каймалла пулать тесе шутламанччӗ Вавжон. Анчах эсир, арҫынсем, мӗншӗн ӗҫлеместӗр-ха? — халӗ ӗнтӗ кӑштах ҫемҫелсе, анчах ҫаплах хыттӑн кӑшкӑрса ыйтрӗ Давыдов. Чирлисене карапсем ҫине куҫарса пӗтериччен салтаксен пӗр взвочӗ ҫӗр каҫма та ҫавӑнтах юлнӑ. Уҫӑ алӑк умӗнче Марченкӑн саланса кайнӑ хӗрлӗ пуҫӗ курӑнчӗ. Шпион: Софья ҫак поездпа, иккӗмӗш класс вагонӗнче пырать, тесе шаннӑ, кашни станцирех тухса пӑхнӑ, унтан каялла таврӑнсан Софьйӑна:«Курӑнмасть, — ҫывӑрма выртнӑ пулмалла. Етре ӑҫта ҫитсе ҫапӑннине эпир асӑрхаймарӑмӑр. Эпӗ, вӑл пирӗн пуҫ ҫинчен иртсе кайрӗ пулӗ, вӑл кӑларса хӑварнӑ ҫил пирӗн инкекӗн сӑлтавӗ пулчӗ, тесе шутларӑм. Таврӑн! Чӑнах. Хӑй хыҫӗнче лаша ури сасси илтӗнменнипе Зеб Стумп та чӗлпӗре туртӑнтарса лартать, кӗсрине ҫавӑрать те капитан ҫине пӑхать. Вигвамра пурӑнакансем пурте ун патне пынӑ, анчах вӑл пуринчен ытла пӗчӗк ачана юратнӑ, каҫхине те яланах унӑн патӗнче кӑлтӑрмач пек выртса ҫывӑрнӑ. — Ку ҫырусем Болгаринчен, Елена; юлташсем ҫыраҫҫӗ, вӗсем чӗнеҫҫӗ мана. Пӗр аслӑ математик ҫуралнӑ чухнех суккӑр пулнӑ. Эпӗ сире выртса ҫывӑрма сӗнсеттӗм; анчах халь ӗнтӗ урӑхла шухӑшлатӑп, ҫӗрӗпех сирӗнпе пӗрле ашкӑнса ҫӳреме хатӗр». — Ну, юрӗ-ҫке, старик, эсӗ акӑ мӗн кала: Устин ачисен тумтир тавраш мӗнле унта? Юлашкинчен вӑл урӑх тӳссе тӑма та пултарайман, ҫак пир ҫине ӳкернӗ куҫсем ун чӗрине те курнӑ пек туйӑннӑ, ӑна вӑйлӑн пӑлхатса янӑ. «Ку ӗҫе акӑ епле майлаштарса ямалла. Костя таҫта вӑрмана, партизансем пур ҫӗре кайнӑ тенине илтсен, Ерофей Кузьмич ӑнланса илчӗ: унӑн ӗнтӗ уйрӑммӑнах сыхӑ пурӑнмалла. Унтан вӑл теҫетнике тем пӑшӑлтатса каларӗ, — вара теҫетникӗ те ыттисем хыҫҫӑн айлӑма анчӗ. — Паллах, — ун шухӑшне ҫирӗплетрӗ Яков. Вандейӑра революци тытӑнса тӑракан тӗрексенчен пӗри пулать вӗт Говэн, ӑна Симурден хӑех революци валли пӑхса ҫитӗнтернӗ. — Невушлӗ капитан халӗ те тӑман? Тӗрӗксем ҫапла пуласса кӗтменччӗ, виҫӗ тӗрӗк ҫавӑнтах тӗшӗрӗлсе анчӗ, ҫавӑнпа пӗрлех арманта миҫе ҫын иккенӗ те паллӑ пулчӗ. Хӑрах пӳрни ҫинче ун пысӑк та ылтӑн ҫӗрӗ пур. Картишӗнче ӗнтӗ полковник хӑй, ун пиччӗшӗн ачи, лейтенант — отряд командирӗ, врач тата священник тӑнӑ. Хӑйсен тивӗҫлӗхне кӑтартас тесе, вӗсем малалла тухрӗҫ, Пӑван, кулкаласа, вӗсем ҫине йӗрӗннӗ пек пӑхса илчӗ. Юлташӗсем, вӗсемпе пӗрле инструктор та, пӗр-пӗрне пӳлсех ӑна мухтама, саламлама тытӑнчӗҫ. Куна ӗнтӗ вӗсем юри, Алексее хавхалантарас тесе турӗҫ. Ҫук! Нестеренко тарӑхнӑн аллине сулчӗ: — Тубянскра эпӗ темиҫе сехет халӑхпа паллашас тесе ӗҫлерӗм, ку вӑл — урӑхла япала, эсӗ вара бригадӑна хӑвӑн харпӑрла пурнӑҫу пӑтранса кайнипе килнӗ. Кам пенине тӗттӗм ҫӗр ҫеҫ пӗлет, пӗр япала ҫеҫ паллӑ: талпасӑн винтовка пулнӑ. Вӑл, пуринчен кая юлса, Андрейпа куҫа-куҫӑн тӑрса, салхуллӑн ыйтать. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр турӗ вӑл ҫакна. Егорӑн вилес умӗн каланӑ сӑмахӗсем асне килчӗҫ те, вӑл ассӑн сывласа илчӗ. 4. …Ӑна курас шанчӑк пирӗн пулман та, пулма та пултарайман. Паллах, чӑхсене хӳтӗлесе хӑварас пулать. Ӑна ҫак кӗрешӳ пӑтранӑвӗнче хӑйсен ҫулне тупса ҫитереймен, анчах та хӑйсен класӗ мӗншӗн тӑрӑшнине лайӑх палӑртса тӑракан ҫамрӑксем кӑмӑла каяҫҫӗ. Каллех хӑйӗн мустангне шпорӑсемпе тапса илсе, Кольхаун чӑтлӑхри кукӑр-макӑр сукмакпа малалла ыткӑнать. Программа тӑрӑх пӗрремӗш класра вӗренекенсен экзаменӗ пуҫланчӗ. Тӗрӗс вӗт, Саня? Пӑхаканӗ мӗлке тӗлӗнче пулнӑ, анчах ҫамрӑк юланут ҫапах та вӑл куҫсем калама ҫук чипер хӗрӗн питне ҫутатса тӑнине курчӗ. Климент аслӑ учителӗн ыр кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сӑнарӗ хӗрачасене хӑйсен пӗлӗвӗ енӗпе шанчӑклӑрах пулма ҫӗклентерчӗ. Ҫавӑн пек япаласенчен пӗри вӑл — пире чи ҫывӑххи — Уйӑх. Йывӑҫ ураллӑ ҫын пек утакан лавҫӑ, питне ҫӗтӗкпе чӗркени, вӗлернӗ ҫӗлен патне хӑвӑрт пырса чарӑнчӗ те патак евӗрлӗ аллисене ҫатлаттарса илчӗ. Эпӗ тухса кайманнине, ним чӗнмесӗрех ун умӗнче хытса тӑнине курсан, вӑл ҫилленсе кайрӗ те: — Ну? Хӗрарӑмсем суйласа илӗпӗр хамӑра валли, кунта вӗсем шуйттан чухлех. Итлӗр мана! Ватлӑхра санран уйрӑлса, ют ҫӗршывра пӗр пӗччен тупӑк шырасси кирлӗ мар мана. — Шарламӑпӑр, господа! Тепӗр хуйхи — пекӗ ҫухални. Аэлитӑн ҫывӑракан кӗлетки чӗтренчӗ, вӑл вӑраннӑ май сывласа кӑларчӗ те вӗттӗн чӗтренет. «Тӑхта!» — тетӗп. Эпӗ Клисурӑ ишӗлчӗкӗсен айне хама пытаратӑп. Эх, эпӗ ӑна лайӑх пӗлетӗп! Юлашкинчен, кӗтӳ пуҫӗнче пыраканӗсем шырлана курнӑ та, чарӑнса аяккалла пӑрӑнасшӑн пулнӑ, анчах вӑхӑт иртнӗ. Кай та авӑ хӑвӑн Маринку патне ӑна кала вӑл сӑмаха, тен, Демид Молчун тытса хытӑ кӑна ислетӗ пӗрре. Хӑш-пӗр чухне унашкал ҫынсене хӗрсем ӑнран кайичченех юратса пӑрахни те сахал пулман, вӗсен илемсӗрлӗхне чи ҫамрӑк та роза пек чипер эндимионсен илемлӗхӗпе те улӑштарман. Ванея пулнӑ кунта — патшан тахҫанхи пуҫкасанӗ, Иоава, Адоние тата Семее вӗлернӗскер, — халӗ ҫарӑн чи тӗп начальникӗ, кӑвакарнӑ шӗвек те вӑрӑм сухаллӑ, ҫӳллех мар, кӳпшеке старик; тӗсне ҫухатнӑ кӑвакрах куҫӗсем унӑн ватӑлла тӑмпаййӑн пӑхнӑ; ҫӑварӗ уҫӑ та йӗпенчӗк, ашлӑрах аялти хӗрлӗ тути ним тытӑнкисӗр усӑннӑ; пуҫӗ ун яланах сӗнксе тӑрать те кӑштах чӗтӗрет. — Сывӑ пулӑр, юлташсем! — илтӗнчӗ вӗсен сасси салтаксем хушшинчен. Акмалли машинӑсене юсама ырантан тытӑнатӑп эпӗ. Хаяр критиксем мана, ку ытти ҫӳревҫӗсем пекех, пӑртак ӳстерсе калать пулӗ тесе шутлӗҫ. Июлӗн 4-мӗшӗнче Дик «покоу» ятлӑ чӗрчуна пӗрре персе ӳкерчӗ, ун какайӗ чылаях нумай пулчӗ. — Эпӗ йӳҫ кӑшманпа сухана юрататӑп… Ҫа-апӑҫас тетӗн-и? Ҫак хута вӑл урайӗнчен илчӗ, салатрӗ те юратнӑ хӗр ҫырнӑ ҫырӑва чуптурӗ; унтан, хӑй ҫавнашкал хӑтланнинчен сасартӑк вӑтанса, хут таткине ҫӗнӗрен хутларӗ. Яков кӑна мӗншӗн пытармаллине пӗлмен: ку шухӑш унӑн халь ҫеҫ ҫуралчӗ, анчах та вӑл ҫак шухӑш аван пулнине туйрӗ. — Ну, пӗлетӗн вӗт — атте, Мирон, ыйтса пӗлме тытӑнаҫҫӗ… Вӑл хӑйӗн савӑнӑҫлӑхӗпе Фомана килӗшнӗ, Фома унпа яланах кӑмӑллӑн тӗл пулнӑ. Ҫавӑнтах, хӑйӗн чӗрине тулнӑ савӑнӑҫ нумаййипе пӑшӑрханса, Павела:— Чӗнесчӗ ӑна! Виҫӗ талӑк эпир апат-ҫимӗҫсӗр асаплантӑмӑр, чӗркуҫҫи таран шывра тӑтӑмӑр. — Пичет пирки хатӗрлекен закон ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр эсир? — пуҫларӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа, пӗртте тытӑнса тӑмасӑр. Эккей, пулать намӑса пӗлмен хӗрарӑм! Сунарҫӑ йӗнер ҫинчен аннӑ та, таракан юланут хӑйне ан куртӑр тесе, кӗсрипе пӗрле чӑтлӑха кӗрсе пытаннӑ. Пире ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле… Кам валли пуҫтарать-ши? Унтан колодкисене каллех тӑхӑннӑ та, сиксе тӑрса, ҫурт патнелле хӑвӑрт утса кайнӑ. — Эп санпа тек калаҫмастӑп. — Кайӑттӑмччӗ кӑҫал похода, — терӗ Лука. Вӑл нумайччен темӗн ҫинчен каларӗ, мӗн калаҫнине хӑй те лайӑххӑн пӗлеймерӗ: Ольга сӗтел ҫине чавсаланса, ӑна тимлӗн итлерӗ, Петрӑн сӑмахсем пӗтсе ҫитсен:— Халь ӗнтӗ мана итле… — терӗ. Шӑпах ҫак хӑрушӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннӑ канонир туппа хӑйпе хире-хирӗҫ тӑрса ал вӗҫҫӗн кӗрешме чӗннӗ вӑхӑтра, ӑнсӑртран тинӗс лӑпланнӑ пек пулчӗ, карап пӗр самант выляма чарӑнчӗ, каронада вара ним тума аптранӑ пек пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ. Базаров пуҫне ҫӗклерӗ те Павел Петровича курчӗ. Вара айлӑмсенче пурӑнакансем — сенӗк, вӑрманта пурӑнакансем — карабинсем ярса тытнӑ. — Колхоз председательне ҫапла саламлатӑн-ха эппин? Сӑлтавне те… пӗлетӗп эпӗ! Вӑл хулпуҫҫийӗсене ҫеҫ сиктеркелесе илчӗ те хӑй ӑшӗнче шухӑша кайса пычӗ. Эпӗ ҫав садсенче Энскран тухса кайнӑранпа та пулман. Унӑн чӗрине вӑл ытла та ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ пулнӑ ҫав. Мансӑр епле лӑпкӑ та чӑрмавсӑр пулса иртӗччӗҫ сирӗн комитет ларӑвӗсем! Халӗ ҫывӑрма выртсан лайӑхрах пулӗ. Кӑшт ҫывӑхрах, ту хушӑкӗн вӗҫӗнче, «Первомайски» колхозӑн ҫурчӗсем купаланса лараҫҫӗ. Галилей «Икӗ система пирки сӑмах» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнеке ҫырнӑ. Ку кӗнекере вӑл каллех Коперник вӗрентӗвне хӳтӗленӗ. — Хутаҫсенче мӗн пур? — тесе ыйтрӗ Том Аустин. — Ах турӑ! Вӑл мӗскӗн халь те ҫавӑнта-ши!.. «Вилнӗ тӑван» ячӗпе вӑл Катьӑна манпа тӗл пулма чарса лартнӑ. Ӗлӗкрех вӑл ун пек марччӗ. — Ылханлӑскерсе-е-ем! — аллисене шарт ҫапса, ахлатса илчӗ Аким арӑмӗ. Анчах Катя капитан хӗрӗ кӑна марччӗ-ха, вӑл хӑйӗн куллен тӑхӑнакан акӑлчан костюмӗпе пуринчен те чипер. Рота мар, — б…..! Ишет те ишет… Калаҫу ҫакӑнпа пӗтрӗ те, каллех эпир пӗр-пӗринпе юнашар пӗр сӑмахламасӑр утрӑмӑр. Кӗтесре «туррӑн чурисем» Капендюхин, Сорокин тата Першин, хӑйсене ыйхӑ та ӳсӗр пулни пусса пӑрахнипе, ӳт ҫумне ӳт ҫыпҫӑнса выртаҫҫӗ; стенасем ҫинчен сӑн-питсӗр, алӑ-урасӑр мӗнсӗр иконӑсем пӑхса тӑраҫҫӗ. — Акӑ, — хушса хучӗ княгиня, — тухтӑр господин, ятлӑр-ха ҫакна. Ҫакӑн пек ҫанталӑкра лешсем те каймӗҫ-ха», — тенӗ. Тем пирки питӗ пӑшӑрханнӑран пулас, вӑл Мересьева асӑрхамарӗ те. Аэродром ҫинчен пӗр истребитель, хӳри ҫине единица ҫырнӑскер, сывлӑша ҫӗкленчӗ те, пӗрре ҫаврӑнса илсех «девятка» ҫумне питӗ ӑстан вӗҫсе пычӗ. Тальдери таврашӗнче пӗр ҫын йӗрӗ те курӑнмасть, ҫавӑнпа патагонец: кунта тахҫантанпах пӗр ҫын та килсе курман тесе пӗлтерчӗ. Вӑл пурне те вӑрҫса, ӑна ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Томӑн ӑшӗ хытӑрах та хытӑрах вӑркама пуҫларӗ. Ҫав ыйтусемпе ответсем уншӑн вӑраххӑн асап кӑтартса хӑтланнӑ пекех туйӑнчӗҫ. Ҫури ун ҫумӗнче ҫук, тен, амӑшӗ ӑна шырарӗ пулӗ. Комиссар майӑн пӗрремӗшӗнче вилчӗ. Икӗ шыв юппинче йӑвӑ тӗмескесемпе витӗннӗ темӗн тӑрӑшшӗ ҫӗр сӑмсаланса тӑрать. Хӗр хул хушшине хӗрлӗ хӗреслӗ сумка хӗстернӗ, кӑкӑрӗ умне тӗлӗнмелле чечексем тытнӑ. Иисус! Том хӗпӗртесе кӑшкӑрса янӑ, анчах алӑ хыҫҫӑн ҫыннин кӗлетки те тухса тӑнӑ, вӑл Джо индеец пулнӑ. Тата тепре хамӑрӑн мӗскӗн Англи ҫинчен тарӑн шухӑша кайса утса пынӑ чухне эпӗ шуйттан мӑйракинчен такӑнса сылтӑм ура тунине хуҫса пӑрахрӑм. — Нимрен те хӑрамалла мар, — ҫиленсе калатӑп эпӗ, хам нумай япала таврашран хӑратӑп пулсан та. Арҫын ачасемпе хӗрачасем, амӑшӗсем ҫумне тата пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе, халиччен хӑйсем курман ҫар ҫыннисем мӗн-мӗн хӑтланнисене, вӗсен кашни хусканӑвне хӑраса та тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ тата салтаксем хыҫӗнчен инҫетереххӗн чупса ҫӳреҫҫӗ. Йӗри-тавра пурте пӗр-пӗринпе тавлашса, пӑлханса, кӑшкӑрашса кӗрлеме тытӑнчӗҫ… Урамсем тӑрӑх вирхӗнсе ҫӳрекен вӑйлӑ ҫилӗ те пулин ҫурхилле таткаланчӑклӑн, ялт сикнӗ евӗр, арпашӑнса-пӑтрашӑнса та ашкӑнчӑкла вӗрчӗ. Унӑн ӗҫӗ Сашӑпа ҫӳресси, ӑна грамматикӑпа географи вӗрентесси. Куҫарса пар ҫак сӑмахсене. Эсир пирӗн вырӑна килнӗ вӗт. — Ну? — Эсӗ чӗннипех калатӑн-и? — тесе ыйтрӗ часрах майор. «Мӗн калас, мӗн ҫинчен?» — тесе шухӑшлать вӑл, кирлӗ сӑмахсем шыраса, вӗсене ниепле те тупаймасӑр. Игнатьева ӑна ҫӑлчӗ:— Ячейка организацилесси ҫинчен кала, — терӗ вӑл шӑппӑн сӗтел хушшинчен. — Мӗн сӳпӗлтететӗн? — терӗ Андрей вӑйсӑр сасӑпа. Халь ӗнтӗ эпӗ каллех хаман йыттӑмсем патне. Сӗтел патне, буфетран тухса, пӗрремӗш рота командирӗ Осадчий капитан пырса тӑчӗ. Залив темиҫе тӗрлӗ ӳсентӑрансемпе пуян пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑна Ботаника заливӗ тесе ят панӑ. Каҫ иртиччен эпӗ темиҫе хут та вӗсем калаҫнӑ ҫӗре юри хутшӑнма тӑтӑм, анчах пике ман ҫине самаях сиввӗн пӑхкаларӗ, юлашкинчен, эпӗ, хама япӑх пулнӑ пек туса, пӑрахса кайрӑм. Тинӗс пӗрре хумханнипех карап путма, хӑйпе пӗрле вара вилесене те океан авӑрне илсе кайма пултарнӑ. — Вӑл каллех Озерова фуфайка тӳминчен ярса тытрӗ. Ун чух ытла кая пулать, ытла кая… Мана хирӗҫ мӗн калассине те пӗлеймерӗ пулас вӑл. Трибуна патне хӑвӑрт утакан Игнатӑн ҫӳллӗ те кӑшт курпунтарах кӳлепине трибуна ҫине сулхӑнӑн ӑсатса ярса, Дубава хӑйӗн ӑшчикӗ вӗчӗрхеннине сисрӗ. Кочегар, аяккалла утса кайса, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ: — Ырӑ сӑмах маншӑн хаклӑ тӑмасть вӑл… Ыттисем пурте ӗлӗкхи пекех тӑрса юлчӗҫ. Пурте ҫӗрелле ыткӑнчӗҫ. — Эпӗ нимле сӑмахӗсене те астумастӑп, — терӗ Жихарев, пит сивӗ ҫапнипе ҫӳҫенсе илсе. Хӑма стена витӗр хуҫасем пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнет, анаслани, ассӑн сывлани… Анчах халӗ ку ытлашши кирлех те мар пулнӑ ӗнтӗ. Ганс ҫула тапранма сигнал пачӗ. Гардар ялӗнчен пӗр ҫӗр утӑм кайсан, таврари ҫӗршыв улшӑна пуҫларӗ: тӑпра шурлӑхлӑрах, пыма та кансӗртерех пулчӗ. Амӑшӗсем ӑна итлесе кулнӑ: ача ҫитӗннӗ ҫын пекех калаҫнӑ, ҫулпуҫ пекех хушусем панӑ. Эпӗ вӗсене: «Выҫӑ ларатӑр вӗт-ха!» — тетӗп. — Ухмах ҫын, — терӗ вӑл, лешӗ кайнӑ хыҫҫӑн: — пачах та вӗренмен ҫын, хресчен, урӑх никам та мар. Вӗсем манӑн сывлӑх пирки пӗтӗмпех тӗрӗс шутлаҫҫӗ. Анчах мана ҫӗр проценчӗпех ӗҫлеме пултараймасть тесе документ ҫырнипе вӗсем йӑнӑшаҫҫӗ. Манпа пулмасан, эсӗ кунта тепринпе ҫӳренӗ пулӑттӑн. Ҫав парнене илесшӗн. Пӗтӗм пӑтта ҫисе яма тӗлӗнмелле хырӑм кирлӗ; ахаль те вӗсен куренӗнче ҫыннисем те ытти куреньсенчинчен сахалтарах. Вӗсем Мускавра 40 ҫулхи вичкӗн ҫынсене ҫеҫ итлесе пурӑнаҫҫӗ. Вӑйлӑраххи — малта пырать, вӑйсӑрри — чарӑнса тӑрать, ун пирки вара вӑйлин те ирӗксӗрех чарӑнса тӑма тивет. Мӗнле ӗҫлӗн вӗсемпе? Ытти парӑссене лартни асӑрханусӑр хӑтланни тесе шутларӗ Дик Сэнд. Анчах, тепӗр тесен Воропаевӑн ӗлӗк ури те, кӑкӑр кӑшкарӗ те тӗрӗс-тӗкел, ӳпки те сывӑ пулнӑ, ҫав ӗлӗкхи Воропаева вӑл халь ӑмсанать, мӗншӗн тесен вӑл текех нихҫан та ун пек пулма пултараймасть! Андрей Петрович кӑмӑллӑ, ырӑ, мӗншӗн-ха эпӗ ӑна кӳрентеретӗп? Малтанхи пӗтӗмлетӳ: ку — ҫӗрӗн магнит уйӗнчи тӑвӑлӑн йӗрри-палли. Сукмакпа шыв хӗррине аннӑ чухне вӑл Никитӑна асӑрхарӗ, — курпун, пӗшкӗнсе, ҫурхи шыв тайӑлтарнӑ ҫатана юсать. — Характер йывӑр сан, — калаҫма пуҫланӑ Саша. Мэришӗн те, хӑйшӗн те асапланать Джон Мангльс. — Нумай кӳртӗн-и, Кузьмич? — ыйтрӗ вӑл. Пурне те эпӗ вӗрентрӗм ӑна. Килелле ҫитсе пынӑ хушӑра Тоня садра Лиза Сухарько, Нелли тата Виктор Лещинский ларнине курчӗ. Эпӗ гимназист каланисене аса илсе тата тем япала хушса хутӑм, куна илтсен, пӗтӗм комисси ахӑлтатса кулса ячӗ. Ӑна туртса ҫирӗплетрӗҫ, кайран ӑна парус евӗрлӗскерпе карчӗҫ. Эпӗ хама «маншӑн пулсан икӗ айкки те тӑвайкки» тенӗ пек кӑтартма тӑрӑшрӑм, артистсен тумланмалли пӳлӗмне кайрӑм. О, ирсӗрлӗх! ултав! — хӑй шухӑшне вӗҫлерӗ те вӑл юлашки чейне ӗҫсе ячӗ, унтан савӑт-сапине пуҫтарма тытӑнчӗ. Ҫакӑн пек йӗркесӗрлӗх туса хунӑшӑн пуринчен ытла Ровоама хаджи тарӑхса кайрӗ. Вӑл тӗрӗк чӗлхине пӗлет, ҫавӑнпа ятлаҫмаллипех ятлаҫса кайрӗ те онбашие намӑслантарсах кӑларса ячӗ. Хура ҫемҫе пӗркеленчӗксен айӗнче кӑ кӑрӗ чӑнкӑ ҫӗрелле хӑпарнӑ чухнехи пек сывлать. Мӗнле япала-ха вӑл? — авалхи вилсе пӗтрӗ, ҫӗнни ҫав-ҫавах ҫуралаймасть! — Ҫапла, эпӗ. — Епле пулсан та. Элле сана хаклӑ-и? «Дункан» пассажирӗсен ҫухалнӑ шанӑҫне калле тавӑрас тесен, ҫак сӑмахсем те ҫителӗклӗ пулнӑ. Эпӗ пӗр карапӗ ҫине тиенӗ ытти канатсене пурне те тытрӑм та вӗсене шлюпка сӑмсинчен кӑкартӑм, тепӗр вӗҫӗсене хампа пыракан ытти тӑхӑр карапран кӑкартӑм. Листисем епле лайӑх вырнаҫнӑ — вӗсем ниҫта та тӑраткаланса тӑмаҫҫӗ. Хӑйӗнчен пӑртак малтарахра Зеб капитана курнӑ. Анчах самантрах вӑл хӑйӗн патӗнче сенкер куҫлӑ арҫын тӑнине, вӑл та хирӗҫ пӑхнине курчӗ. Поляка икӗ пӳрне витӗр кӑтартрӗҫ те пуҫларӗҫ туй тума: туй ҫӑкрисем пӗҫерсе тултарчӗҫ, алшӑллисемпе тутӑрсем ҫӗлерӗҫ, эрех пички кустарса кӑларчӗҫ; хӗрӗпе пулас упӑшкине сӗтел хушшине кӗртсе лартрӗҫ; туй ҫӑкрине касрӗҫ; тӑмрасемпе кӗслесем тинкӗлтетме тытӑнчӗҫ, сопилка калама тапратрӗҫ — пуҫланса кайрӗ вара туй-ҫуй… Ӑна комсомолтан кӑларса пӑрахнӑ, иртӗхнӗшӗн тата ҫынна вут тӗртнӗшӗн судпа та айӑпланӑ. — Сывӑ-и, Семенов, — терӗ Зухин пӗр рекрута, лешӗ, ыттисем пекех шакла пуҫлӑскер, салтакӑн хулӑн кӗпи-йӗмне тӑхӑннӑ, сӑрӑ шинельне хӑй ҫине уртса янӑ, хӑй урисемпех нар ҫине хӑпарса ларнӑ та, тепӗр рекрутпа калаҫнӑ май, темскер ҫиет. Марья Васильевна таврӑнмасӑр вӑл нихҫан та ҫывӑрма выртмасть. Анчах ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлчӗ те, пӳрте Николай Весовщиков, ватӑ вӑрӑ Данила ывӑлӗ, пӗтӗм слободипе паллӑ, никампа хутшӑнман ҫын кӗрсе тӑчӗ. Малашне те, ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла асаплантаратӑп, асаплантармасӑр пултараймастӑп. — Пурӑнсан хӑвах курӑн. — Мӗншӗн-ха шӑпах Бризигелла хулинче? Кедр ҫӑвӗ шӑрши сарӑлни ӑна тахҫанах манӑҫа тухнӑ ачалӑх кунӗсене аса илтерчӗ… Амӑшӗ, хӑй ӑшӗнче темле ҫамрӑк хастарлӑх пуррине туйса, ывӑлне:— Фабрикӑна ӑна-кӑна илсе ҫӳретӗп… — терӗ. Воропаева эрех яра-яра панӑ май ҫеҫ вӑл:— Вӑт епле, туршӑн та, ҫынсемпе калаҫатӑн та — хут ӑслӑланатӑн, — теме ӗлкӗрсе пырать. Килӗшменни ҫеҫ мар, — ун пекки сахал пулкалатчӗ, хам ӑсра эпӗ кашни вырӑнтах ытларах ҫуртсем лартаттӑмччӗ. — Тискер лашасене тытмашкӑн хӑваласа кӗртмелли карта. Ан сывла. Макҫӑм ун патӗнче ӗлӗкрех хӑй те сайра хутра пулкаласа курнӑ, анчах вӑл пӗлнӗ — Ставрученко патне халь таврари ҫамрӑксем хӑнана пухӑннӑ, — ҫавӑнпа та Макҫӑм вӗсене пӗтӗм компанийӗпех килме чӗнсе ҫыру ячӗ. Куратӑн-и: эпӗ ӑна ӑнран кайичченех юрататӑп… вӑл та мана ҫавӑн пекех юратать пулӗ, тесе шухӑшлатӑп, ҫапла пуласса шанса тӑратӑп… — Хӗрӗм, ачам, мӗнле-ха эсӗ капла, мӗлке пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ? Вӗттӗн-вӗттӗн те пит хитрен туптаса тунӑ пек, хӗвел ҫути йӑлтӑрккисем, ҫывӑхри хурӑн ҫулҫи витӗр ҫӗрелле ӳксе, шыв лупашкин яка та тӗксӗм тӗпне ҫутатса илчӗҫ. Ҫитменнине, кун пеккине пысӑк, паллӑ ҫынсем, авланнӑ, ачаллӑ-пӑчаллӑскерсем, темӗн пысӑкӑш фабрикӑсен хуҫисем тӑваҫҫӗ. Вара чашкӑ-тиркӗсене юриех вараласа, мана ӗҫ нумайтарах пама тӑрӑшатчӗҫ. — Хӑтарасшӑн. Таҫтан шалтан сасӑсем илтӗнчӗҫ: «ӗлӗкхи ротнӑй килсе ҫитрӗ, хай лешӗ, аманни, Козельцов, Михаил Семеныч», т. ыт. те; хӑшӗ-пӗрисем ун патнерех куҫса ларчӗҫ, барабанщик ӑна сывлӑх сунчӗ. Эпӗ ӑна курайми пултӑм. — Бригадӑри ҫынсем пурте кунта. — Ан манӑр, сире тӗрме надзирателӗсем паллаҫҫӗ, — терӗ Саша. Ман патӑмра тӑван килӗнти пек пул. Сехет хыттӑн ултӑ хут ҫапрӗ, вӗсене иккӗшне те халь темиҫе минута каярах ҫеҫ тӗл пулнӑн туйӑнать. — Пуп-и? Ҫапла вара, Ковалев хӑйне Благочини Управине илсе ҫитерме хушасшӑн пулчӗ; анчах ҫак ултавҫа, пӗрремӗш хут курӑнсан та намӑса пӗлмесӗр суйма пултарнӑскер, майлӑ вӑхӑтпа усӑ курса хуларан та тарӗ, вара шырани те ахалех пулӗ е ӗҫ пӗр уйӑха тӑсӑлӗ, тесе шухӑшласа илчӗ. Курнатовскин икӗ хутчен, вырсарникунсенче, килсе кайрӗ; ытти кунсенче вӑл службӑра ирттерет иккен. Приказчик сентре ҫине хӑпарса вырнаҫрӗ те ҫывӑрса кайрӗ. Чылай япаласене эпир, кирлӗ кунта кирлӗ пулӗ тесе, кимӗ ҫине кайса хутӑмӑр. Курса калаҫас тесеттӗм унпа… Ун умне ҫӗр айне пытаннӑ ялӑн сӑн-сӑпачӗ тухса тӑчӗ. Буабертло ответлеме ӗлкӗреймерӗ. Куна мӗншӗн тунине вӑл хӑй те пӗлмест, вӑл нимӗн те шырамасть, — вӑл ахальтен, мӗн те пулин туса, хӑйне канӑҫ паман шухӑшсене сирсе ярасшӑн пулчӗ. Эпӗ чӑн-чӑн вӑрӑ-хурах пулса тӑрсан, вара пурте ман ҫинчен калаҫма тапратсан, вара вӑл мана хӑй килӗнче пӑхса усранӑ тесе хӑех мухтанма пуҫлӗ. Анчах мӗнле-ха эпӗ вӑл Городцов ҫинчен, Поднебеско пирки каланӑ сӑмахсем ҫинчен ним шарламасӑр пурӑнма пултарӑп? — Эсӗ мана каларӑн, эпӗ шута илӗп, канашлӑпӑр, выводсем тӑвӑпӑр. Эпӗ темиҫе тапхӑр та термометр ҫине тӗлӗнсе пӑхкаларӑм. — Кесь ке се, мусье, кесь ке се? Халӗ Дика ним те, малашне хӑйӗнпе мӗн пуласси те шутлаттармарӗ. «Кам шуйттанӗ хушрӗ-ха мана ҫав Яшкӑна чарса хӑтланма? — шухӑшларӗ вӑл, йывӑрлӑх ҫитсе килнине кура хуйхӑрса. Ӑна Нагульнов пулӑшрӗ. Часах ӗнтӗ унӑн куҫӗсем те ҫӗнӗ сӑнпа улшӑна пуҫланӑ, халӗ вӗсем, ӗлӗкхи пек савӑшсӑр пулман, — ачалларах, ҫӑмӑлтарах пӑха пуҫланӑ; пӗчченлӗх тата сӗмлӗх унӑн ӑшӗнче темӗне кӗтев туйӑмне ҫуратса, пӗлес килнӗлӗхе хӑпартса тӑнӑ, чӳхентернӗ, вӑл вара сӗмлӗх чаршавӗ айӗнче мӗскер пуррине пӗлмешкӗн тӗттӗм кӗтесе хӑех кайса килнӗ. Ҫутӑ начар пирки унӑн икӗ енчи стенисем те курӑнмаҫҫӗ. — Хӑҫан, мӗнле майпа пулса иртрӗ ҫак япала? Макҫӑм ҫав кивӗ те мӑкланнӑ чул патӗнче тӑнӑ чух кашнин куҫӗ умнех тухса тӑнӑ хурлӑхлӑ драма ӑна хӑйне те ҫавӑрса илнипе пӑлханса кайнӑскер, лайӑх туять: ҫак тахҫанхи эпизод Петр урлӑ пуриншӗн те ҫывӑх паянхи куна та пырса тивет. Унӑн янӑравлӑ сасси уйрӑммӑнах кичеммӗн:— Снилась мне юность моя, невозвратная, — тенӗ сӑмахсене каласан, Артамонов ӑна пуҫӗнчен тусла, ашшӗ пек ачашласа лӑплантарчӗ: — Ан нӑйкӑш! Ҫӳҫӗсем те ҫавах, сарӑрах тӗслӗ, анчах та ҫӑра вӗсем, тӑнлав тӗлӗнче кӑтраланса тӑраҫҫӗ. — Ну, пултӑр ҫаплах! — терӗм эпӗ ҫав тери тӳсӗмсӗррӗн, тарӑхса сӑвва минтер айне чикрӗм те Мускав тумне тӑхӑнса пӑхма чупрӑм. Ан чӑрманӑр, эпӗ кӗтетӗп. Гремячий Лог хуторӗнчи ҫырма шывӗ хӑй ҫыранӗсенчен тухса аяккалла сарӑлчӗ. Эпӗ вар хытса каичченех култӑм. Акӑлчансем иккӗшӗ Перон капитана хирӗҫ тӑнӑ, тӑван ҫӗршывӗн матросӗсем ӑна пулӑшма ҫитсе ӗлкӗрмен пулсан, вӑл вилӗмрен хӑтӑлайман та пулӗччӗ. Чӳрече умӗнче Марья чарӑнса ӳсӗр сасӑпа кӑшкӑрнине илтрӗ: — Пелагея, ҫывӑратӑн-и? Вӑл хӑй усал кӑмӑлпа ҫӳренинчен, кӗвӗҫнинчен тата характерӗ улшӑннинчен хӑй тӗлӗнсе тӑнӑ. Пӑнчӑсем, ҫутӑлакан, тӑрмаланчӑк кӗтессем аялалла хӑвӑрт-хӑвӑрт кайма пуҫларӗҫ. Паринье енчи темле замока тесе калаҫаҫҫӗ. — Хуйхуна пула сана эпир пурте хӗрхенетпӗр, саншӑн тата сан тӑвансемшӗн тавӑрас тесе, хамӑр мӗн тума пултарнине пурне те тӑвӑпӑр. Пуҫпа ӗҫлени ӗненӳпе килӗшсе пырсан, яланах турра тивӗҫлӗ ҫимӗҫ парать. — Турӑҫӑм, нимӗҫсем вӗт-ха кусем! Ун чухне никам та иртнине аса илтереймест. — Пӗтӗмпех суя ҫаксем! Хӑвӑн тивлетлӗ ҫуттуна, ырӑ чӑнлӑхна ярсам… «Иваҫ!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Пидорка ун патнелле ыткӑнчӗ; анчах тин ҫеҫ курӑнса кайнӑ ача, пуҫӗнчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех, юн ӑшне пулчӗ те пӗтӗм пӳрт ӑшчиккине хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатса ячӗ… Халӑха мӗншӗн пӑшӑрхантаратӑн эсӗ? Хӑй ҫавӑн пек тӗлӗнмелле хӑтланнипе хӗрсе кайнӑскер, вӑл мистер Доббинс хӑйне шутсӑр хытӑ ҫаптарнине те пӗр кӑшкӑрмасӑр тӳссе ирттерчӗ; ҫийӗнчен тата хӑйне уроксем хыҫҫӑн икӗ сехетлӗхе шкулта юлма хушнине те пурпӗрех тесе шутларӗ вӑл. Сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын аллипе мана ҫав тери ҫирӗп тытать, эпир таҫта каятпӑр, тӗрмене пулас. Кунпа пӗрлех ачалӑх туслӑхӗ вӑхӑтӗнчи Эвелинӑсӑр пуҫне вӑл унра халӗ тата урӑх, ҫӗнӗ хӗре асӑрхарӗ. Токарев ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Дик асӑрханӑ япала «Пилигримран» пӗр виҫӗ мильӑра хумсем ҫинче чӳхенет. Тӗрӗссипе каласан, ик патшалӑх хушшинче суту-илӳ вӑйлӑ пыни, кӳршӗри патшалӑхран хӑваласа янӑ ҫынсене Лилипути те, Блефуску та йышӑнса хӑналаса усрани, унтан тата чаплӑ ҫамрӑк ҫынсене тӗнчене курса ҫӳреме, ҫынсен пурнӑҫӗпе, йӑлисемпе паллашма ярас йӑла пурри вӗсене ют чӗлхесене вӗренме пулӑшать, ҫавӑнпа кунта икӗ чӗлхе пӗлмен ҫынна вӗреннӗ улпутсем, тинӗс хӗрринчи хуласенчи моряксемпе хуҫасем хушшинче сайра ҫеҫ тӗл пулма пулать. Унӑн шухӑшӗ айккинелле сиксе ӳкрӗ, хӑйне итлекенсене вӑл пӗр купа сӑмах каласа тӑкрӗ. — Эсир, паллах, пире партирен кӑларса, кӗтессе ҫапса хӗсме те пултаратӑр. Хирӗҫместӗр пулсан, эпӗ йӑлтах тетрадь ҫине ҫырӑп та сире вуласа парӑп. — Кирен! Вӗсем кухньӑна кӗчӗҫ. Унӑн поездпа поезд хушшинче куба тултарса, виҫӗ сехет тӗлне килекен поезд валли шыв вӗретсе хумалла. — Ну, амӑшӗ, эсӗ пурне те пӗлетӗн пулсан, юлах, сан умрах та калаҫса илӗпӗр. — Ку унӑн юлашки сӑмахӗсем пулнӑччӗ, — йӑнӑшса илчӗ Морган. — Вилес умӗн каланӑ юлашки сӑмахӗсем. Тата ҫакна ыйтма ирӗк парӑр: эсир ҫапла шухӑшлатӑр пулсан, мӗншӗн Зоя ҫине тӑрӑнатӑр? Нимӗҫсем ҫинчен асӑнсанах, вӑл сив чир тытнӑ пек чӗтреме пуҫлать, вырӑнтан сиксе тӑрса хӗрӳллӗн калаҫма тапратать, чышкипе сӗтеле чыша-чыша илет. Анчах эпӗ сире шурлӑх патне ҫити асатӑп. Пӗр самантрах вӑл делегатсем хушшинче курӑнми те пулчӗ. «Куншӑн юрататӑп, — терӗ голова. Иван Павлыч учительсен пӳлӗмӗнче ларатчӗ, ӑна ватӑ сӑн ҫапнӑ, кӑштах пӗкӗнсе кӗнӗ, ҫӳҫӗ те пӗтӗмпех кӑвакарнӑ иккен! Кунта ирхине сакӑр сехет тӗлнелле тавӑрӑнатӑп, терӗ вӑл, халь ӗнтӗ каҫ пулса, ултӑ сехет ҫитнӗ, Техасри хӗвел суймасть пулсан. Эпӗ ҫапах та хамӑр лашасене ӑҫта тӑратнине асӑрхама ӗлкӗртӗм, кӗтмен ҫӗртен темӗн те пулма пултарать-ҫке. Шӑппӑн та яка тумланса ҫӳрекенсене юратмастӑп эпӗ. Сылтӑм аллине сунарҫӑ пӗр виҫ-тӑват тӑрӑхларах тӗксӗм-симӗс ҫулҫӑ тытнӑ, ҫулҫисем ҫинче шӗвӗр йӗпсем пӗр пек ҫӑра ларса тухнӑ. Кирек мӗнле ҫапӑҫу хыҫҫӑн та яланах пӗчӗк тытӑҫусем пулаҫҫӗ: халӗ те акӑ чӑрсӑррисемпе харсӑррисем темиҫе пӗчӗк ушкӑна пайланса, парӑнмасӑр хирӗҫ тӑчӗҫ. Пур енчен те ҫавӑрса илсен ҫеҫ вӗсем ҫапӑҫма чарӑнса хӗҫпӑшалӗсене пӑрахрӗҫ. (Вӑл тӑчӗ.) Ӗҫсӗр аптӑранӑ аллисем кӗсйисенче. — Вӑт, ачам, япала, — тетчӗ вӑл, — пӗр уйӑх малтанрах эпӗ ӑна юрпа переттӗм, вӑл ман кӑмӑла каймастчӗ, халӗ тенкел ҫинче ларса, ун ҫумнелле пӑчӑртанатӑн та, — унтан хакли никам та ҫук! Астӑватӑр-и — садра, ҫӗрле, фонтан патӗнче… акӑ ӑҫта хуралламалла. — Эсӗ мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑвӑп, енчен эпир санпа урӑх курнӑҫаймасан, эпӗ сана нихҫан та манмӑп, сан ҫинчен час-час шухӑшласа турра кӗлтӑвӑп! — Ҫапла каласа тухса кайрӗ вӑл. Калаҫу ҫапла вӗҫленчӗ. Урамсем тӑрӑх ҫавра тӗпек ҫӗлӗклӗ Америка матросӗсем ҫӳреҫҫӗ, шӑлавар пӗҫҫисем шалпар вӗсен, пилӗкӗсене туртӑнтарса тӑракан ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, кӗпине шӑлаварӗ ҫийӗпех йӳле янӑ. Бородин генерал ҫутӑрах кӑвак шинельпе. Ҫӳҫӗсем те кӑн-кӑваках. Ҫавӑнпа вӑл хӑй те пӗтӗмӗшпех ҫутӑ сӑнлӑ пек курӑнать. Машина ӑшӗнчен вӑл, ҫамрӑк ҫын пек, ҫӑмӑллӑн сиксе тухрӗ те Озерова пӗр сӑмах та калама памарӗ. * * * Пӗр ирхине, праҫник кун, кухарка кӑмакари вутта чӗртсе ярса килкартине тухсан, — эпӗ ун чухне лавкараччӗ, — кухньӑра темскер йывӑррӑн хашлатни илтӗнчӗ, лавка чӗтренсе илчӗ, сентресем ҫинчен карамель шуҫ коробкисем тӑкӑнчӗҫ, ҫӗмӗрӗлнӗ кантӑксем чанкӑртатрӗҫ, урай кӗмсӗртетрӗ. — Ан ҫапӑнса ҫӳрӗр-ха эсир кунта! — тесе кӑшкӑратчӗ Виктор. — Вӑратӑн-ха ӑна! — рабфаковец ҫине ҫилӗллӗн пӑхса каларӗ Петька. Мана тин ҫеҫ илтнӗ ҫӑмахсем ӗнентерчӗҫ-ши? Малалли ҫул питӗ хӑрушланса пырать. Тӗнчешӗн пысӑк ҫухату мар; мана хама та чылаях йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Императрица тумланса ларнӑ. Лукашка, икӗ ҫӗр ҫывӑрмасӑр каҫнӑ хыҫҫӑн, уявра ҫав тери нумай ӗҫнипе пӗрремӗш хут ураран ӳкрӗ те Ямка патӗнче ҫывӑрчӗ. Ҫак кӗске калаҫу вӑхӑтӗнче илемлӗ креолка каретӑран пуҫне кӑларчӗ те аяккалла каякан юланута куҫпа пӑхса ӑсатрӗ. Ун ӑшӗнче, шалта, пурне те пӗтӗмпех ҫавӑрса илекен пысӑк юрату сӑмахӗсем ҫуралчӗҫ, вӗсем унӑн чӗлхине ҫунтарчӗҫ, ӑна вӑйлӑрах, ирӗклӗрех турӗҫ. Анчах та тепӗр хут пӑхсан — никама та курмарӗ… Анчах ҫӗр тӗттӗмӗ тата лешӗ кӗрӗк ҫухине тӑратни ӑна курма чӑрмантараҫҫӗ… Пур ҫӗрте те сапаласа пӗтернӗ пирус тӗпӗсем шуррӑн курӑнса выртаҫҫӗ, витнӗ диван ҫинче ватах мар ҫутӑ-сарӑ ҫӳҫлӗ, кӑштах лутӑрканчӑк, тирпейсӗртерех пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ, кӗске аллисене пысӑк сулӑсем тӑхӑннӑ, пуҫне чӗнтӗрлӗ косынка ҫыхнӑ дама таянса ларать. — Ҫӑва патне пултӑр санӑн святой Патрик! Ҫак арман хӑйӗн хуҫалӑхне те, ҫавӑн пекех хӑйне тара илекен ҫынсен хуҫалӑхӗсене те ҫителӗклӗ таранах тупӑш парса тӑнӑ. Сире юлашки хут чуптӑватӑп, пиллетӗп, мана ан айӑплӑр». Вӑхӑт ирттерсе тӑмалла мар пулсан та, вӑл хӑй&н вискине ерипен тутанса ӗҫсе ларнӑ. Эсӗ маншӑн епле хаклине тата эпӗ сана епле юратнине пӗлесчӗ санӑн! — Жак Паганель енчен мана ку пӗртте тӗлӗнтермест, — тесе хучӗ Гленарван. Ҫавна кала вӗсене, Сид. Мексиканец хӑйӗн кӗтессине ларнӑ та кӗте пуҫланӑ. — Шӗпӗнӳсене касса тасатма эс ӗнтӗ ватӑ пулкине мансах кайнӑ эпӗ… — Мӗне? Сасси унӑн хаяр та хытӑ пулнӑ, йытӑ вӗрнӗ пек илтӗннӗ, сӑмахӗсенче кочегар юррисен намӑссӑрлӑхӗ сисӗннӗ. Шӑна кӑмпи те — усал кампа, анчах хитре хӑть! — Мӗншӗн ку? — салхуллӑн ыйтрӗ Петр. Вӑл прешкери лашан кутлӑхне ҫав тери тарӑхнӑ пек тӳрлетрӗ те, лешӗ вара кӑшт ҫеҫ тӳнсе каймарӗ, анчах та ура ҫинче тытӑнса тӑчӗ, тулхӑрса, чӗтренсе илчӗ те малти урине чӗркуҫҫирен аяларахра шӑлӗпе лӑпкӑн хыҫма пуҫларӗ. Вӑл, ҫӑхан кӑранклатнине аса илтерекен сасӑпа, ҫав тери тискеррӗн, хӑрӑлтатса кулма тытӑнчӗ, чирлӗ кашкӑр та ун сассине ӗнерсе хаяррӑн уласа ячӗ. — Мӗншӗн тесен памфлетсем правительствӑна пире хирӗҫ кӗрешме пулӑшӗҫ, вара вӑл пирӗн петицисем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмӗ, — терӗ Грассини. — Ҫаплах ӗнтӗ вӑл, — тесе килӗшрӗ Овсяников. Вӑл пире ҫул панӑ… Ҫак кунӑн юлашки пайне эпир цифрӑсем шутлакаласа, калаҫкаласа ирттертӗмӗр. Урисем, туя пек… Килӗшетӗр-и, эпӗ сире питӗ тӗлӗнмелле япала кӑтартам? — тӑруках урӑх енне пӑрчӗ вӑл калаҫӑва, унтан пӳрнипе кӑчӑк туртса, Ленӑна хӑй хыҫҫӑн пыма сӗнчӗ. — Ырӑ ҫынсене паратӑп. Вӑл Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсенчен ҫурҫӗр енчи Ика-на-Маори утравӗ ҫинче ларать. — Ӗнер Висбаденран килтӗм эпӗ, — ответлерӗ Полозов васкамасӑр, — арӑм валли япаласем илмеллеччӗ — паянах Висбадена каялла каятӑп. Тӑр-ха! — тет татах Зеб, Кольхауна ҫухаран хытӑ силлесе илсе. Фон Рихтер г-н ура ҫине тӑчӗ, пуҫне тайса, сывпуллашма пуҫларӗ… анчах алӑк патне ҫитсен, хӑй пӗтӗмпех каласа паманнине туйса илчӗ те чарӑнчӗ; Вӑл кӗленче. — Юрӗ, тейӗпӗр. — Эпе, матушка! Фома, нимӗн чӗнмесӗр вӗсене сӑнаса, вӗсен сӑмахне тинкернӗ; вӗсен чӑрсӑрлӑхӗ унӑн кӑмӑлне кайнӑ, анчах ун ҫине вӗсем темӗнле мӑнаҫлӑн пӑхни — ӑна иментернӗ, ютшӑнтарнӑ. Ку, савнӑ тусӑм, эсӗ пӑрахса тарасран… Малтан хӗрача вӑранчӗ. Ватӑ карчӑк-амӑшӗ ӑна алӑк уҫса кӗртрӗ. Ӑна асӑнмалӑх нимӗн те юлмарӗ, — тесе каларӗ. Анчах ҫапах та манӑн тепӗр шанӑҫ юлчӗ: эпир кратер тӗлне ҫитсен, тен унта ҫӗр айнелле илсе каякан нимӗнле шӑтӑк та тупӑнмӗ. Вара, Сакнуссем каласа хӑварнӑ пулсан та, тӗнчере Ҫӗр варрине анса каясси пулаймасть. — Ку питӗ интереслӗ. Тепӗр джентльмен ун патне килчӗ ӗнтӗ тата… — Часрах, марш! — терӗ вӑл ман сӑмаха пӳлсе. Ҫакӑн пек сивӗ тата ирсӗр сасса эпӗ нихӑҫан та илтменччӗ. — О, савӑ… Вӑл темиҫе утӑм малалла ярса пусрӗ те сулахаялла, вӑрман еннелле пӑрӑнма хатӗрленчӗ, анчах сасартӑк хӑйӗн пуҫӗ ҫинченех усӑнса тӑракан турат ҫулҫисем витӗр, тул енчен, темӗнле тӗлӗнмелле ҫутӑ ӳкнине курчӗ. Ҫывӑхарах пырать хӗр, пӑлханса та хӑпартланса пӑхать патша ҫине. Крепоҫ алӑкӗ патӗнче пире пӗр ушкӑн халӑх кӗтсе илчӗ; Эпӗ ӑна лӑплантартӑм та калатӑп: «Калаҫма пултаратӑн-тӑк — эппин халлӗхе чӗрех-ха. Анчах виле шӑрши кӗме пуҫланӑ ӗнтӗ санран». Анчах та ҫав кун вӑл, савӑнӑҫлӑ та салхускер, ҫӗнӗ форма тӑхӑннӑскер, киле икҫӗр тенкӗ укҫа илсе килсен, никам та ӑна вӑрӑ-хурах вырӑнне хумарӗ. Ҫук, тетӗп хам ӑшра, унта мӗн тума каймалла-ха манӑн?.. Унашкал путсӗрленнӗшӗн суда лекетӗн акӑ! Петровӑн пурӑнасси пӗр кӗске самант ҫеҫ юлнӑ ӗнтӗ. — Эсир те Севастопольрен-и? — терӗ вӑл каллех. — Пулма пултарать. Хальхинче ун кулли, ытти чухнехи пек вӑрттӑн мар, ӑшӑ та салхуллӑ пек туйӑнчӗ. Юмансем тем ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ. Ашшӗ шӑллӗне пурӑнма хӑй патне чӗнмерӗ, манах Ольга инкӗшӗн килӗнче, мачча ҫинче вырнаҫрӗ, хӑй малтан ӑна асӑрхаттарчӗ: — Эпӗ кӑшт ҫеҫ пурӑнатӑп, эпӗ часах каятӑп… Миронран тӑрӑхлама май килмен, ашшӗ унран ятарласах тата хӑрасах пӑрӑннӑ; куна Яков ӑнланнӑ. Эпир икӗ майӗпе те усӑ курӑпӑр. Полозов Санинран пӑрӑнса ларчӗ. — Эсӗ миҫе ҫулта? Капитан вилнипе пӗрле унӑн мӗнпур терчӗсем те пӗтнӗ. Анчах кунтан пӗртте каяс килмест-ҫке? Французла романсене вулани ман ҫуллахи тепӗр ӗҫем пулчӗ, вӗсене Володя хӑйпе пӗрле нумай илсе килнӗччӗ. Каҫхине вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пӗчченех ларатчӗ. Ун патне пӗр тарҫӑ кӗрсе пӗр ҫамрӑк хӗрпе ачана йышӑнма пултаратӑр-и тесе ыйтрӗ, вӗсем Гленарвана ыйтаҫҫӗ, терӗ. Халех вырнаҫма хушатӑп! — кӑшкӑрса ячӗ Огнянов. Ерошка, Оленина куҫ хӗссе, Белецкий ҫине кӑтартрӗ: — Ара, мӑнкӑмӑллӑ вӑл, сан кунакку. Италилле вӑл, Синигальире ҫуралнӑран, питӗ таса калаҫнӑ, — унта: «Lingua toscana in bocca romana!» вӗт-ха. Иван Иванович яшки ҫине шӑна лексен питӗ ҫиленет, хӗрсех каять вӑл ун пек чух, турилккине ҫавӑрса ҫапать, кил хуҫине лектерсе ярать. Унта пӗр вуникӗ ҫулалла ҫитнӗ тухтӑр пек сӑн-питлӗ арҫын ача тӑрать. Горизонтра Аррен утравӗн мӗлки те палӑрма пуҫларӗ, ҫав вӑхӑтра вахтӑра тӑракан матрос корма хыҫӗнче пӗр пысӑк пулӑ ишсе пыни ҫинчен килсе пӗлтерчӗ. — Ӑнлантӑм! — ассӑн сывларӗ амӑшӗ. Бриг хускалмасӑр ларни вӗсене темиҫе сехетлӗ канлӗ ыйӑх пама пултарать. Чирлӗ хӗрарӑмӑн аллинче ҫап-ҫутӑ пӗчӗк кошелёк курӑнчӗ. Ах тупата, епле мӑшкӑл! — йынӑшса каласа хучӗ Огнянов. — Ан ҫыпҫӑн! Командир Павел ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан ӑна палласа илчӗ те тӗлӗннипе:— Ара ку Корчагин-ҫке!.. Унӑн таса, илемлӗ пит-куҫӗ ҫак самантра маншӑн ҫав тери йӗрӗнчӗкчӗ — вӑл ман ҫийӗме ҫав тери тӑрӑхласа-кулса пӑхатчӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗм. Кононов пукан ҫине анса ларнӑ, пит-куҫӗ ун хӗп-хӗрле юнӑхса кайнӑ, вӑл чӗмсӗррӗн чӑмӑрӗпе юнаса илнӗ. Ковалев майор Петербурга хӑй званине тивӗҫлӗ ӗҫ тупасшӑн килнӗ: май пулсан, вице-губернатора кӗме, вице-губернатор вырӑнӗ тупӑнмасан — пӗр-пӗр паллӑ департаментра экзекутор пулса ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. — Майор, — хӑвӑр шӳтӗрсемпе эсир ытлашши шала кӗретӗр, — тесе каларӗ Паганель. Ҫак тӗллевпе вӗсем, мӑнастире парне кӳретпӗр тесе, тар тултарнӑ питӗ пысӑк ҫурта леҫтернӗ. Пӑхӑр-ха, гранит мачча ҫинче курӑнакан ҫурӑксем пулса тӑнӑранпа ытла нумай вӑхӑт та иртмен пулмалла. Такам пекаре кӑшкӑрчӗ: — Начар ӗҫ хускатрӑн эсӗ, Павел, — терӗ. Эпӗ йӑнӑшмастӑп пулсан, эпир сирӗнпе тӗл пулнӑччӗ пулас, — Нузсес таврашӗнчи прерире. — Мӗн тӑвас-ха ман?» — О, ку ӗҫ ҫукран тунӑскер… — Мӗн шухӑша кайрӑн? — Нимӗн те тухмасть! Ӗҫе юрӑхлисем манӑн ҫирӗм сакӑр ҫын тӑрса юлчӗҫ, вӗсем те ӗҫлесшӗн мар, кахалланаҫҫӗ… — Эпӗ те… вӗсене чӗрӗ чух кураймастӑп. Йӗри-тавра каллех колхозницӑсем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ. Ҫӗрпе Хӗвелтен питӗ аяккалла кайсан, вӗсен туртӑмӗ ракетӑшӑн пӗтет. Ракетлӑ карап вара сывлӑшсӑр пушлӑхра ӗмӗрӗ-ӗмӗрӗпех вӗҫсе ҫӳреме пултарать, пӗр-пӗр планета патне ан ҫывхартӑр ҫеҫ. — Ҫапӑҫура пулма пурпӗрех, ку ҫапла: эсир паян пӗтӗмпех тӗрӗс калама пултартӑр; анчах пурӑнма пурпӗрех мар, Еленӑн унпа пурӑнасси те килӗ. Ҫапӑҫу шавӗ Андрее граната ывӑтма кирлӗ саманта чухласа илме чӑрмантарать. Ку акӑш-макӑш пысӑк упаччӗ. Оля ҫырӑвӗ хыҫҫӑн ӑна унпа пӗрле пулма йывӑр пулчӗ. Ыр каҫ пултӑр! Ҫук, нимӗҫсенчен ӑраснах шикленни курӑнмасть. Рабочисем те кулчӗҫ; пуринчен ытла фабрика Захар Морозов килхушшине ҫӑмламас, вӑрӑм тӗклӗ, ҫурӑмӗ ҫинелле паттӑррӑн кукӑртса хунӑ хӳреллӗ йытӑ ҫурине илсе пырсан хытӑ кулчӗ, — йытӑ ҫурин хӳри вӗҫӗнче мучалапа ҫыхса янӑ шурӑ георгиевски хӗрес ҫапкаланса тӑнӑ. Эпӗр час-часах икӗ тӑшман хире-хирӗҫ тӑрса перешесси ҫинчен калаҫаттӑмӑр; Вӗсем пире усалсем пек мӑшкӑлласа ҫӳреҫҫӗ: каҫса кайса ахӑлтатаҫҫӗ, ҫуйхӑшаҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ, вӑрҫса каяс пекех пулаҫҫӗ. Калпакне тӳрлетрӗ те, упа пек йывӑррӑн сулланкаласа, урисемпе палубӑна хыпашласа утса карӗ. …Ҫӗрле, уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑрать, хӑй пароходран сулахаялла, улӑхсем еннелле чупать. Ӑнланмалларах калаҫ. Анчах Илья, хӑйӗн чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталаса илсе, хуллен кӑна:— Ҫапла ӗнтӗ, атте, эпӗ наука ҫулӗпе кайма шут тытрӑм. — Кулинене савни пӑрахнӑ пулать те, вӑл вара шыва сикнӗ тет, — терӗ Костя. Ун патне арӑмӗ пынӑ, ун умнелле пӗшкӗнсе, ӑна хускаткаласа нӑшӑкланӑ: — Каяс пулать, эмелленес пулать… Унӑн чӗри ҫук. Акӑ хайхи ҫутӑ выляни курӑнчӗ те, Джим кӑшкӑрса ячӗ: — Эпир ҫӑлӑнтӑмӑр, Гек, ҫӑлӑнтӑмӑр! Ку ят уншӑн питӗ вырӑнлӑ. «Эпӗ, куратӑп, тет, урисем сывлӑшра…» Дик хӑйӗн чунне пӗтерчӗ, хӑйӗн библине вараларӗ, анчах пурте харама кайрӗ. Ӑна хӑйӗн команднӑй пунктне окруженинчен хамӑр енне куҫарма ирӗк пачӗҫ, анчах вӑл килӗшмерӗ. Ҫапла икӗ уйӑх иртрӗ пуль вӑл ҫав хура ункӑ ҫине пӑхма пуҫланӑран вара. Паллах, Ӑмӑрткайӑк пикӗ ҫинче Воропаев хӑех ҫурт лартнӑ пулӗччӗ. Пӗр самант тӑхтаса тӑрсан, капитан манран: чунӑр ҫинче пӗр-пӗр пысӑк преступлени пур пирки сирӗн тӑн пӑсӑлман-и, ҫак айӑпшӑн асаплантарма сире ҫав арча ӑшне хупса тинӗсе яман-и? — тесе ыйтрӗ. Давыдов вӑл кун пек пулнине нихҫан та курманччӗ-ха: Макар ҫӑварне карсах кулать. «Тӑвансем, — тет вӑл рабочисене, — астӑвӑр, пересси пирки виҫҫӗмӗш те юлашки хут асӑрхаттаратӑп!..» Юлашкинчен пурин те кимӗпе ярӑнасси килсе кайрӗ. Каллех каятӑп. — Виҫе пур-и? Пӗр пӳлӗмӗнче вӑл амӑшӗпе пурӑнать, тепринче — Николай Антоныч, виҫҫӗмӗшӗнче вара столовӑй. Хӑйӗнче те вӑл ҫавнах туйнӑ… Апла юрамасть. Ҫирӗм минут утнӑ хыҫҫӑн Говэн, кукӑр-макӑр ҫулпа ҫирӗппӗн пусса утаканскер, хӑй отрядне пасар хыҫӗнчи аслӑ урама тухакан тӑкӑрлӑк вӗҫне илсе ҫитерчӗ. Вӑл аран-аран калаҫкалать. Хуралҫа укҫа панӑ чухне кукамай ӑна ӳпкелсе каларӗ: — Эсӗ ҫапах Варвари тупӑкне пырса тивнӗ мӗн… — терӗ. — Мӗнле ташлать? Сӗтел хушшинче, хӗрелсе кӑвакарса кайнӑ вӑрӑм урисене малалла тӑсса, Изот ларать: вӑл темӗн ҫинчен калаҫатчӗ, анчах мана курсан чарӑнчӗ. Вӑл, пирӗн урамри хӗрарӑмсем пек, тӑнлӑн калатчӗ, ҫав каҫран пуҫласах пулмалла, эпӗ унпа интересленме пӑрахрӑм; пурӑнӑҫ те савӑн пек пыма пуҫларӗ, эпӗ хамӑн хӗрача юлташа сайрарах та сайрарах тӗл пулма пуҫларӑм. Вӑл вар-хырӑмне пӳсӗр ҫинипе вилнӗ. Анчах чаплӑхпа пӗрлех унӑн чӗрине пӗр йывӑр шухӑш пӑшӑрхантарса асаплантарать, вӑл — компасӑн магнитлӑ йӗппи улмӑшса кайнине нимӗнле майпа та ӑнлантарса пама май килеймен шухӑш пулнӑ. Анчах ыйту татса памаллискер пулчӗ: станицӑна ҫаруран та, мӑшӑрлӑ мар пушмакпа та пырса кӗме май ҫук тесе шутласа, вӑл ӑйӑрсене хуторалла ҫавӑрчӗ. Шутсӑрах хӑраса ӳкнӗскере вара пурте харӑс алӑ ҫупса ырларӗҫ, вӑл хӑй вӗренсе хунӑ пек пуҫ тайрӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ. Чӗререн ыйтатпӑр лармашкӑн, — мана мал кӗтесри сак ҫине кӑтартса та карчӑк мӑкӑртатнине тек ним вырӑнне картмасӑр, хушса хучӗ вӑл. Хӑйӗн хуҫин кӑмӑлне тултарма, архитектор кӳлӗ хӗрринче темӗн пысӑкӑш чул ҫурт туса лартнӑ. Унӑн чӳречисем ҫӳллӗ те ансӑр пулнӑ, йӗри-тавра башньӑсем, крыльцасем, кӗмеллисемпе тухмаллисем туса; тултарнӑ, ҫурт тӑрри шӗвӗр те чӑнкӑ пулнӑ. Давыдов хут ҫырса памасӑр нимӗн те парса яма пултараймастӑп. Сӑмахне каласа пӗтермесӗрех, вӑл ҫул ҫинче выртакан хӑрӑк турата, пӗшкӗнсе илсе, аяккалла ывӑтнӑ. Мӗнле майлӑ сӑмахсем пуҫланчӗҫ пур енчен те, мӗнле сӗрлеме тытӑнчӗҫ сӗтел хушшинче! — Ӑна ман ҫинчен калама пултарайман. Вӑл, вӑл! Турӑ ирӗкӗ вӗт! — Тинӗс вӑл пур ҫырмасене те йышӑнса тӑрать… тата унта вӑйлӑ тӑвӑлсем пулаҫҫӗ… Мӗскӗн этем саламлама аллисене те тӑсмасть, вӑл часрах пӑрӑнса чупса каять, Ганс хӑйӗн йӑлипе «телейлӗ пул», тенӗ сӑмахне те каласа ӗлкӗреймест. Бойчо ҫаплах ӑна ылханса ҫӗре кӗрес пулсан, Рада урӑхран пӗр кун та пурӑнас ҫук. Вилнӗ ҫыннӑн чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен каланӑ хушӑра ҫынсем ассӑн сывласа ӗсӗклесе илеҫҫӗ. Сулахай кӗсйинче пит пысӑк кӗмӗл арча тупрӑмӑр, арчи хупӑлчаллӑ, ӑна ҫав металранах тунӑ; хупӑлчине эпир, ухтаракансем, ҫӗклесе уҫма пултараймарӑмӑр. Вӑл, Петерсона хул айӗнчен ҫавӑтнӑскер, пуҫне мӑнаҫлан каҫӑртса, вӗҫнӗ пекех хыттӑн вирхӗнчӗ, кӗҫех вара тепӗр пӳлӗмрен унӑн сасси, — хӑй шутланӑ пек каласан, аристократла дирижер сасси, — илтӗнсе те кайрӗ: — Месьё, дамӑсене вальс ташлама чӗнӗр! Эпӗ хулара атӑ ӑсти патӗнче ултӑ ҫул та ҫичӗ уйӑх пурӑнтӑм, хуҫа мана юрататчӗ. Сӗм-ҫӗрле ӗнтӗ. Ҫавӑнпа хапха ҫинчи хура хӑю тытнӑ хӗрлӗ ҫӑлтӑр курӑнмасть. — Ҫапла-а, — шӑппӑн ҫеҫ сас пачӗ амӑшӗ. Ах, епле телейлӗ кун пулать вӑл! — Эпӗ ҫапла ҫырса кӑтартнӑ пулӑттӑм, — малалла каларӗ вӑл, аллисене кӑкӑр ҫине хӗреслесе тытнӑ май, аяккалла пӑхса: — пӗр ушкӑн хӗр, ҫӗрле, пысӑк кимӗпе лӑпкӑ юханшыв ҫинче. Анчах Мэри ӑна кӑмӑллӑн ӳкӗтлесе:— Тархасшӑн, итле, эппин, Том… ӑслӑ ача пул-ха! — терӗ. Чунӑм, эсӗ тӳррӗн пӑх: усал ҫын пурри — чӑнах, анчах ырри — ӑҫта? Унӑн сухалӗ ӳснӗ, ҫинҫе те хура ҫӳҫ пӗрчисем, вӗттӗн-вӗттӗн ункӑланса, питҫӑмартисем ҫинче ҫӑран пӗтӗркеленсе тӑраҫҫӗ, ун хурарах сӑн-питне ҫемҫетеҫҫӗ. Сывӑ пул, Энск! Тен, хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ытлашширех шавлакан ҫынсенчен тата хытӑ янӑрашакан сас-чӗвӗсенчен пӑрӑнса ҫӳреме тӑрӑшнӑранах ҫапла калаҫҫӗ пуль ӑна. Иккӗмӗш тӗрлӗ юрату — хӑйне хӑй уямасӑр юратни; ку вӑл юратнӑ чуншӑн юратакан ҫын хӑйне те хӗрхенменнине юратни пулать, ҫапла юратакан ҫын хӑйӗн асапӗсем юратнӑ чуншӑн усӑллине е усӑллӑ маррине пачах шута илмест. Пӗтӗмпех пылчӑкланса пӗтрӗм, — мана каллех хӗнерӗҫ… Comme il faut Хамӑн калава пуҫланӑранпа ҫак сыпӑкӑн французла ячӗпе пӗр килекен ӑнланӑва эпӗ темиҫе хут та асӑнтӑм ӗнтӗ, халӗ пӗр сыпӑка пӗтӗмпех ҫак ӑнланушӑн уйӑрма кирлӗ тесе шутлатӑп, вӑл мана воспитанипе общество панӑ чи сиенлӗ те ултавлӑ ӑнланусенчен пӗри пулать. Мӗн тери тухса тарас килетчӗ манӑн, мӗн тери Том патне хӑвӑртрах ҫитес килетчӗ, ҫапла, тарасах тенӗччӗ эпӗ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн ниепле те тухса кайма хӑяймарӑм. Хупӑ куҫпала силленсе-сулланса лараттӑм та: «Ҫапла пуль, ҫапла пуль…» — теттӗмччӗ вӗҫе-вӗҫӗнех. Ах турӑҫӑм, мӗнле хавасланса та мӑнаҫлӑн кӗтсе илнӗ пулӑттӑм-ши пур хамӑн вилӗм сехетне, енчен хама чӑн таса кӑмӑллӑ савса тӑнӑ пулсан, ятсӑр тӑпрам ҫине тумлам куҫҫуль те пулин ӳкессе пӗлсен… Ытлашши нимӗнех те шутласа кӑлараймаҫҫӗ пулин те, арҫынсем тӳрӗ ҫынсем. Анчах вӗсем нимӗн те пӑхса тӑмасӑрах малалла кайма пултараҫҫӗ, хӑйсене кирлине ҫӗнтерсе илме хӑраса тӑмаҫҫӗ, эпир вара вӗсем пире ҫӗнтерсе илессе ҫеҫ кӗтсе тӑратпӑр. Айванлӑх мар-и ӗнтӗ ҫакӑ? Хӗрарӑм, арҫын хӑйне валли хӑюллӑн мӑшӑр суйланӑ пекех упӑшка суйлас пулсан, ҫынсем икӗ хут телейлӗрех пулнӑ пулӗччӗҫ». Ефим ҫамрӑк хуҫа ҫине шиклӗн пӑхса тӑнӑ, тутисем чӑплата-чӑплата илнӗ, хуҫи ун хӑвӑрттӑн калаҫакан, тав туса алӑ тытакан служащие мӑнаҫлӑн итлесе тӑнӑ. Вӑл Кирсановпа Базарова хӑй патне бала чӗнчӗ, тепӗр икӗ минутран вӗсене, иккӗшне те пиччӗшӗпе шӑлне вырӑнне шутласа, Кайсаровсем тесе бала иккӗмӗш хут чӗнчӗ. Вӗсем губернатор патӗнчен таврӑнатчӗҫ. Аван мар вӑл! Малтанах ура сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Салтаксенчен пӗри:— Командир, акӑ сире пистолетпа перекен ҫын. — Апла пулсан, мӗнпе хӑрататӑн-ха эсӗ, аташса кайнӑ ҫын? — Шанас килмест ман ӑна… нихӑҫан шанмӑп та!.. — Миҫе хут кӑна пытармарӗҫ пуль ӗнтӗ ӑна, вӑл татах чӗрӗле-чӗрӗле тӑчӗ… — Ну, эпӗ унашкалах хӑвӑрт парӑнас ҫук-ха, — мӑкӑртатса илчӗ унӑн пиччӗшӗ. Ҫакӑнта вӑл каллех хӑйӗн шухӑшне — хӑйӗн чӗри ҫуратнӑ пек туйӑннӑ ҫӗнӗ шухӑшне аса илчӗ те:— Пирӗн Иисус Христос турра чапа кӑларасшӑн унӑн ячӗпе ҫынсем вилмен пулсан, вӑл та пулман пулӗччӗ… — тесе хушса хучӗ. Кӗвӗҫ энтомолог йытта ҫакӑн пек хурласа калаҫни Дингӑна ыттисен умӗнче ним чухлӗ те начарлатмарӗ, карапӑн малти пайӗнче ун ҫинчен ҫав-ҫавах чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш ҫинчен калаҫнӑ пекех калаҫрӗҫ. Вӑл асӑрханса, мӗнле те пулин ытлашши сӑмах персе ярасран шикленсе калаҫрӗ. Корчагин пуҫӗ тӗлӗнче Васька текен ҫынӑн пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл Печорин ҫинчен те калаҫрӗ, ӑна тӗрлӗрен ачаш ятпа асӑнчӗ е хӑйӗн джанечкинчен сивӗннишӗн ӳпкелешсе илчӗ. Килте, ҫавнашкалах машина пек, Наталья ӗҫленӗ, — вӑл упӑшки хӑйне ярмаркӑран хаклӑ парнесем илсе килсе панӑшӑн, унтан та ытларах — упӑшки пӗр пек лӑпкӑ пулнӑшӑн савӑннӑ. Пысӑккисем, хӑйсем хушшинче кӑштах канашланӑ хыҫҫӑн, ку ыйтӑва эпир ыйтнӑ пек татса пачӗҫ тата — ку унтан та савӑнӑҫлӑрах — анне хӑй пирӗнпе пӗрле пырасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ пӑхса тӑраттӑм: тӗлӗнмелле! Хӑҫан пӗтет вӑл? — Вот герой! Анчах запассемпе вӑйсем пӗтсе ҫитрӗҫ, вара Тарас тӑшман речӗсене шӑтарса тухма шут тытрӗ. Ан тив Муратлийский арӑмӗ кайтӑр, Рада вара хӑйне вилӗм кӗтсе кунтах юлать! Тӗрек шырарӗ-ши ӗнтӗ? Юлташӗ, унпа танлаштарсан, старик пекех курӑнать; унӑн кӑнттам кӗлетки ҫине пӑхсан, вӑл та ҫутҫанталӑкпа киленет, ӑна та аван, тесе никам та калас ҫук. Вӗсем сана ҫак ӗҫе кӳлсе лартнӑ, эсӗ лава тикӗс ҫул ҫине туртса кӑларнӑ, халь вара… Тӗттӗм пӳлӗмре шӑр-пӑк чӗрт-ха, вӑл хӑйӗн ҫутипе сан куҫна йӑмӑхтарать. Тепӗр икӗ сехетрен эпир, май килнӗ таран типнӗскерсем, пысӑк утӑ сарайӗнче ларса каҫхи апат ҫиме хатӗрлентӗмӗр. Ту ҫинчен аяларах та аяларах анса пычӗ, акӑ юлашкинчен вӑл валлиец кил-ҫурчӗ патнех чупса ҫитрӗ те унӑн алӑкне чышкисемпе ҫапса шаккама тапратрӗ. Кил кунта, Арто, кил, манӑн йыттӑм! — Шутлатӑп, хӑй лайӑх пулсан, — терӗ Ла-Вьевиль. Михайла мучи ҫӗрпӳртӗнче вӗсем час-часах пӗр-пӗринпе шавлӑн ятлаҫса илкеленӗ, тахҫан пулса иртнӗ ҫылӑхӗсемпе пӗрлех, нихҫан пулманнисене те туртса кӑларса пӗр-пӗрине кӳрентернӗ. Хӑш чухне ҫӗрпӳртре хӗрарӑмсем ҫав тери хытӑ шавлама пуҫланӑ, анчах чее ӑслӑ старик ҫав харкашу вӑхӑтӗнче пӗр-пӗр хуҫалӑх ыйтӑвне хускатсанах — тавлашусем майӗпен пӗтсе ларнӑ. Николай ӑна унӑн адресне пачӗ. Вланг анчах хӑйне хӑй алла илеймерӗ, унта-кунта пытанкаласа пӑхрӗ, лӑпчӑна-лӑпчӑна илчӗ. Васин та хыпӑнса ӳкрӗ, унталла-кунталла туртӑнкаларӗ, хутлана-хутлана ларчӗ. Тепӗр анчӑк тупнӑ та чӗвен тӑма вӗрентнӗ, акӑ вара санӑн каллех йытӑ. Августӑн 15-мӗшӗ, шӑмат кун. Сивӗ… Тоня ҫул ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ те киле кӗчӗ. Вӗсене ҫыхнӑ сӑнчӑр ӳте сӑтӑрнӑ вырӑнсем какайлансах кайнӑ. Юрать-и? — Айванла-и, айванла мар-и, пурпӗр ҫапла тумалла, ку чи тӗрӗс меслет. Виҫӗ юланутҫи те пӗр чӗнмесӗр пынӑ. Никам арҫынӗ те. Чӗрпуҫӑнах ҫисе ан яччӗр тетӗп! Вара Оленин ҫакна лайӑх ӑнланса илчӗ: вӑл пӗрре те вырӑс дворянинӗ мар, Мускав обществин членӗ мар, пӗрин те теприн тусӗпе тӑванӗ мар, вӑл ҫак хӑй таврашӗнче пурӑнакан ахаль вӑрӑмтуна ҫеҫ, е фазан, е пӑлан ҫеҫ. Бразили хутшӑннӑ хыҫҫӑн пуҫланнӑ граждан вӑрҫи республикӑна икӗ лагере уйӑрни ҫинчен Талькав илтмен те пулмалла, е илтсен те маннӑ пулӗ. Тӑрпасӑр лампа мӗлтлетсе ҫуннӑ хушӑра, санитар ӗҫӗсене туса тӑракан Андрейпа Умрихин пӳртри пушӑ урайне, кӑмака кукрисӗр пуҫне, йӑлтах ыраш улӑмӗ сарса тухрӗҫ, — улӑмне пӗтӗмпех кӗрхи усал сивӗ ҫапнӑ. Кунта эпир вӑрттӑн килтӗмӗр, кайма та ҫавӑн пекех тӑрӑшӑпӑр. Ҫеҫенхирти тӗмеске ҫинче малтанхи хут суккӑр ачапа паллашсан, пӗчӗк хӗрарӑм ӑна хӑй ҫав тери шелленине туйса илчӗ, халӗ вара яланах унпа пӗрле пулни хӑйшӗн ытларах та ытларах кирлӗ пек пулса тӑчӗ. Унтан Зеб кантрана вӑр-вар салтса ярса, турӑ лашана каллех ирӗклӗн сывлама панӑ. Столицӑсенче тем те курса йӑпанса пурӑнакан ҫынсем ялсенчи тата пӗчӗк хуласенчи ҫынсен ӑс-пуҫӗсене мӗн-мӗн хумхантарнине ӑнланаймаҫҫӗ. — Ҫук, эпӗ тӗлӗнмеллескер мар… эп… эпӗ — суккӑр! Совет ҫӗршывӗн куҫса ҫӳресен пӗрремӗш станцийӗ Тӑван Ҫӗршывпа пӗртен-пӗр кӗске хумлӑ радио тӑрӑх кӑна ҫыхӑнса тӑнӑ. Питне ярса тытрӗ. Лантенак ларма тивӗҫлӗ тӗттӗм пӳлӗмрен Говэна илсе тухсан, суд ларӑвӗ пыракан пӳлӗме ҫиҫӗм хӗлхемӗ кӗрсе кайнӑ пекех пулчӗ. Савӑнӑҫлӑн кулма тапратса, Павӑл кулӑшла шухӑшласа кӑларса калатчӗ: — Ҫисе янӑ та — пурте ӳсер пулнӑ! — Сылтӑм хӗрринчи мӑшӑр айне — виҫӗ пус! — терӗм эпӗ хирӗҫ. — Ачашлупа, илӗртӳпе манӑн ҫӑвара шӑлса лартаймӑр! — тенӗ вӑл ҫирӗппӗн, юнавлӑн. — Ҫук, ҫук, ҫамрӑк тусӑм! — Ҫамрӑкраххи тупӑнман пулӗччӗ-им вара? — ыйтрӗ Нюрка, аяккалла пӑрӑнса утнӑ май. Япӑх ҫутатакан ҫӑлтӑрсене шут йӗрипе параҫҫӗ: 61-мӗш Акӑшӑн… Паллӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене пӗлни моряксене, ҫулҫӳревҫӗсене, летчиксене, разведчиксене, геологсене питӗ кирлӗ. Вӗсем ҫӗрле пӗр пӗлмен вырӑнта та ҫав ҫӑлтӑрсем тӑрӑх хӑйсем иртес ҫула тӗрӗс тупма пултараҫҫӗ. Титок — ӗнер партизан пулнӑ, паян акӑ кулак тата тӑшман. Унӑн пырне пӑлханни пӑвать. — Перӗр! Пӳртрен перӗр! — тесе кӑшкӑрать доктор. Арӑмӗ ҫавӑнтах упӑшкипе килӗшрӗ. Тӳпе тӗлӗнмеллерех, — сарӑ, пустарса ҫӗленӗ арча евӗр. Кӑна хӑть тӗрӗс тунӑ пулсан юратчӗ, сӑмах майӗн каласан, Александр Владимирычӑн кӳрши Антон Красиков король приказчикне ҫӗр тенкӗ хут укҫа пама хытса тӑчӗ вӗт. Вӑл сан тире маларах сӳсе илӗ. Мӗн вӑл «заемла ҫыру»? Ман шутпа ҫак ҫынсем тарӑн шухӑша каяҫҫӗ те, вара ытти ҫынсемпе калаҫма та, ытти ҫынсем каланине итлеме те пултараймаҫҫӗ пулмалла. Урайӗнче йытӑ ҫук. Манӑн атте ун ҫинче Румыниренех ларса килнӗ, атте аллине вӑл Мускавран таракан французсенчен пырса лекнӗ. Сирӗн чир питӗ ансат эмел ыйтать — сывлӑш. Виҫӗ сехет хушши пычӗ хӗрӳ дискусси. Чи малтанах, шкул совечӗ хӑйӗн ҫитес заседанийӗнче Кораблева «ачасене географипе вӗрентесси программӑран ытлашши ан пултӑр» тесе хушса хӑварӗ. Тухса кайсан мӗнле ҫӳрени ҫинчен Николай Антоныч пӗр сӑмахпа та асӑнмасть. — Эсӗ кам ҫинчен калаҫатӑн, Павел Андреич? — терӗ тачки юри тӗлӗннӗ пек пулса. Эпӗ ӑна мӗнле асаплантарнине курасшӑн». «А манӑнне паян чи лайӑх комендора вӗлерчӗҫ, тӳрех ҫамкаран лектернӗ», — тет тепри. Ун ҫине кӑмӑллӑн, киленсе пӑхса, пекарь: — Аркуна антар ӗнтӗ, намӑссӑр… — тет. Вӑл кашни шывлӑ лакӑмах пӑха-пӑха ирттерсе ячӗ; юлашкинчен, пӗр пысӑк лакӑмра пӗр пӗччен ҫеҫ тӑрса юлнӑ пӗчӗк пулӑ ишсе ҫӳренине курчӗ, анчах вӑл та пулин вӗҫерӗнсе тарчӗ. Чи малтан пыракан конвойнӑй та чупса ҫитрӗ. Пӗр-пӗринпе сӑмахла-сӑмахла нимӗҫсем ҫӑкӑрсемпе кукӑльсене пӑхкалама, ҫусене пӳрнисемпе тӗрткелеме, пӗрнесенчи ҫӑмартасене суйлама тытӑнчӗҫ. «Ну, апла пулсан, пирӗн ҫаран ҫине кӗр, вӑл унта», тет. Эпир санран художник тӑвӑпӑр. Ҫисе тӑрана пуҫларӑмӑр. Любочкӑпа Катенька пире вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсеҫҫӗ, хӑйсен пуканӗсем ҫинче ҫаврӑнкалаҫҫӗ тата ытла хытӑ пӑшӑрханаҫҫӗ. — Хӑш еннелле каятчӗ вӑл? Усси пулмарӗ ӗнтӗ вӑл ӗҫленинчен. Анчах ҫав чӑкраш ҫын вӑтӑр ҫул хушши рабочи пулса ӗҫленӗ! Тӗттӗмлене пуҫларӗ, вара Оленин вечеринка ҫинчен шутлама тытӑнчӗ. Ҫӗнӗ пӗчӗк планета хӑш тӗлерех вырнаҫнине малтанах пӗлме пулман-ҫке-ха, ҫавӑнпа та ӑна ӑҫта май пур, ҫавӑнта шыранӑ. — Юлашки вӑхӑтсенче ӑҫта пулнӑ вӑл ҫын? Ӑна халӗ вӑл хӑй суйласа илнӗ «чӑн-чӑн этем» пуласси патне кӑшт та пулин ҫывхарнӑ пек туйӑннӑ. Октябрӗн 29-мӗшӗнче ҫулҫӳревҫӗсем кун каҫиччен ялан пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан тӳрем ҫӗрпе пычӗҫ. Тарас, хӑйӗн сигарне лӑпкӑн туртса, ашшӗ ҫине пӑхса ларнӑ, унӑн тути кӗтесӗсем кулӑпа сиккеленнӗ. Ӑна эп хамӑр хушшӑмӑрта нимӗн те улшӑнманнине пирвайхи сӑмахранах ӑнлантарасшӑн пултӑм, — ҫавӑн пек тумаллаччӗ те пулӗ манӑн. Вӑрахлӑха килтӗн-и? Карчӑк вара, Воропаева итлемесӗр тата ӑна тӑтӑшах пӳле-пӳле, хӑйне Воропаев усӑсӑр ӗҫе хутшӑнтарни ҫинчен, лаптӑка унпа ҫурмалла илсе, хӑйӗн хуҫалӑхӗпе тӑранса пурӑнма шутлани ҫинчен каласа, ӳкӗте кӗртме тӑрӑшрӗ. Кунта мӗн пулса иртнине пӗлес тенӗ пек, ҫынсем пӑшӑрханса пӗр-пӗрин ҫине пӑхаҫҫӗ. — Сана мистер Бертоц ямӗ тесе шухӑшлатӑн пулӗ эсӗ? Ӑна хирӗҫ кӗтесре Денни тӑнӑ. Гусевӑн ҫарамас кӳлепи сывлӑшран ҫакӑннӑ. Солоха тепӗр михӗ ярса илчӗ те кӑмрӑкне каткана пушатрӗ. Пысӑках мар кӗлеткеллӗ дьяк вара пушаннӑ михӗ тӗпнех кӗрсе ларчӗ, ҫиелтен тепӗр ҫавӑн чухлӗ кӑмрӑк тултармаллӑх та вырӑн юлчӗ унта. Мӗн эсӗ? Хаяр ҫӑткӑн чӗрчуна курсан, унтан хӑрасан — вӑл ӑна чӑнах та тапӑнма пани пулать, тенине эпӗ пайтах илтнӗ тата хам ҫӳревсенче те сӑнаса курнӑ. — Христос сыхлатӑр сана, Лукашка! Анчах апла пулма пултараймӗ! Эп шанатӑп: эпир ку ҫӗр-шыва шалалла ҫирӗм миля та кӗмӗпӗр, хамӑр ӑҫта лекнине пӗлӗпӗр те. Унӑн пилӗк ят пулнӑ, тата вӑл аякра ҫӗр тара илнӗ. Илер акӑ, Башкир е Тутар Республикине. Эпӗ кӑшкӑрса ҫӗре ӳкрӗм. Ҫак вылямалли вигвам ӑшне ҫирӗм-вӑтӑр ача вырнаҫма пултарнӑ Пӗччен Бизонпа Синопа хӑйсене хӑйсем пысӑк ҫар ҫынни вырӑнне шутласа вылянӑ, анчах вӑл вӗсем вӗҫне ҫитерме пултарайман. Эсӗ… мӗнле ҫыннине пӗлетпӗр! — Паллах ӗнтӗ, моряк, — терӗ Сильвер. Лозневойӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тапратрӗҫ. — Ун чухнех ҫакӑн пекчӗ-и вӑл? — Марыся, сивӗ мар-и сана? — ыйтрӗ Вавжон. Майра патша кулса ячӗ. Придворнӑйсем те кулса илчӗҫ. Ыран ӗҫе тытӑнатпӑр. Галлее хисеплесе ҫав кометӑна унӑн ятне панӑ. Унтанпа ӑна Галлей комети теҫҫӗ. Кометӑсене планетӑсем пек хӑйсен ятне памаҫҫӗ. Вара сирӗн тусӑр, секретарь, канцлер сире тӑрантарса усрама вӑй ҫитмест тенине хирӗҫ калама сӑмах ыйтрӗ. Алексей ишме ларчӗ. Зинӑпа майор кимӗ хӳрине юнашар вырнаҫса ларчӗҫ. Гленарван пурне те илтӗнмелле ҫак заметка вуласа пачӗ: «Сидней, 1865 ҫул, январӗн 2-мӗшӗ. — Иван Богаев, 3-мӗш ротӑри рядовой, С. полкран, пӗҫӗ шӑмми арканса кайнӑ, — кӑшкӑрать тепри зал вӗҫӗнчен, арканса кайнӑ урана хыпашласа пӑхнӑ май. Темиҫе секунд хушши вӑл ӑна ывӑҫ тупанӗ ҫинче тытса тӑчӗ, унӑн витӗр курӑнакан хӗрлӗ тирӗ айӗнчи тӗррине пӑхкаларӗ. Манпа юнашар пӗр еврей тӑратчӗ, вӑл та эрех ӗҫетчӗ. Телее кура, алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте доктор Ливси кӗчӗ, вӑл майӑн чирлӗ аттене пӑхма килнӗ. Кусем те, лешсем те — пирӗн юлташсем, сахалрах-и, нумайрах-и — пурпӗрех, пурте пирӗн юлташсем, пирӗншӗн пурте хаклӑ. Павел вилнӗ тенӗ хыпар тӗрӗс мар пулнине вӑл пӗлмен. «Дункан» вырӑна ҫитсен, Том Аустинӑн пӗр отряд матроссене тӳрех Айртонӑн аллине памалла пулать. — Сывласа илме пар-ха, — тенӗ вӑл, тӑлӑп ҫухине ҫыхса лартнӑ тутӑра салтса. Ӑна тӗрмене лартни уйӑх та ҫитмен пулнӑ-ха, анчах вӗсем пӗрне-пӗри ҫав тери курайми пулнӑ пирки пӗр-пӗрин ҫине те пӑхайман. Вӑл ӗнтӗ Луизӑна кирлех те пулман. Нӑрӑ урисене ӳт ҫумне таччӑн тытса вилнӗ пек пулнине курас тесе, Том ӑна пӳрнипе тӗртсе пӑхрӗ. Пӳлӗме Наталья Савишна хыпаланса кӗчӗ те, пуҫне ҫӗклесе пӑхмасӑр, Фока ларнӑ пукан ҫине пырса хӗсӗнчӗ, Фокан кукша пуҫне, пӗркеленчӗклӗ хускалми питне тата карчӑкӑн калпакӗ айӗнчен курӑнакан шуралнӑ ҫӳҫне, пӗкӗрӗлчӗк те ырӑ кӗлеткине эпӗ хальхи пекех курса тӑратӑп. — Манӑн ун чухнехи ӗҫӗм пирки ҫапла калама пулать, — малалла та ҫаплах лӑпкӑн каларӑм эпӗ. Калас пулать, ҫавӑн йышши вӑйӑсем часах модӑран тухрӗҫ те Тома асап кӑтартма пӑрахрӗҫ. Флинтӑн ҫул кӑтартакан стрелки — Джим, — терӗ Сильвер, — хамӑр иксӗмӗрех юлсан, — эпӗ санӑн пурнӑҫна ҫӑлтӑм, эсӗ — манӑнне. Ҫулла вӑл чӑх вити хыҫӗнчи хуралтӑра, хӗлле — мунча умӗнче пурӑннӑ; шартлама сивӗ вӑхӑтра утӑ сарайӗнче ҫывӑрнӑ. — Эсир ӑнланӑр-ха, — терӗ вӑл, — эпӗ кунта юлма пултараймастӑп. Ҫав кунтан пуҫласа ҫынсене култарас тесе, Алексей кашни праҫникрех, упана эрех ӗҫтерме тытӑннӑ, вара тискер кайӑк ӗҫме вӗренсе кайнӑ, эрех шӑрши кӗрекен кашни рабочи хыҫҫӑн хӑвалама пуҫланӑ, Алексей картишӗнче пынине курсанах, ун патне ыткӑннӑ. Ку акацисем ҫӳллӗ йывӑҫсен хӳтлӗхне пытанса тӑнӑ. Чи ҫӑрарах симӗс тӗмӗсем ӑшӗнче хуласенчен авса туса, тӑмпа шӑлса лартнӑ хӳшӗ — хакале — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Техасри пек кил-ҫурт ларнӑ. Турӑ ан пӑрахтӑрах! пӗтрӗм эпӗ, пӗтмеллипех пӗтрӗм. Анчах нимӗнле шанӑҫ та ҫук! Шурӑ мӑйна шӑрҫа ҫакӑн, Пилӗкӗнтен — пиҫиххи, Кӑтру валли тутӑр пулӗ, Уруна — йӑлтӑр пушмак. Эсир «Ӗнесене вилӗм» терӗр-и? Капитан Чеслов хӑйӗн эскадрильине тӑшман ҫинелле тӳррӗн мар, таҫтан тавраран илсе кайрӗ. Ҫук, ун пек мар, — вӗсене пӗтӗм Европӑран чи хаклине шыраса тупса пар! Хывса хунӑ шинельсемпе кӗрӗк пиншаксем ӗҫленӗ ҫӗртех юр ҫинче выртаҫҫӗ. Эпӗ пӗлсех тӑратӑп, эсир хӑвӑр пек ҫынсен ҫулӗпе каяс ҫук… каймастӑр! — Ху мӗн каланине тепӗр хут кала-ха, Том. Тата шыв юхӑмӗ шутсӑр вӑйлӑ. Хӑтланса пӑхни те усси ҫук. Эпӗ икӗ сехет ҫывӑртӑм. Халӑх хушшинче такам кулса ячӗ. Ан кӳренӗр ыйтнӑшӑн — эсир мӗнле йӑхран пулатӑр? Часах тӗттӗмрен пысӑк кимӗ шуса тухрӗ. Унӑн кӗсменӗсем сулкаланнипе, факел ҫутинче темле калама ҫук пысӑк хурт хӗрлӗ урисемпе хӑлаҫланнӑн туйӑнать. — Эпӗ сана, анне, нимӗн те каламастӑп… Эсӗ те мана нимӗн те ан кала! Америка фирмипе тунӑ договор унӑн малтанхи мӗнпур ҫыхӑнӑвӗсене пӑчлантарса лартӗ. Комендант ҫавӑн пек приказ панине илтсен, Ольховка ҫыннисем тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ. Паянхи кунпа кӑна пурӑнма юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл ытларах ӗнер туса пӗтереймен кунӑн пуҫламӑшӗ пулать. — Санӑн пулӑшма пырасчӗ, — кулса кӑшкӑрчӗ вӑл Оленина. Яков Лукич, именчӗклӗн ӳсӗркелесе, ӳпкевлӗн пуҫне пӑркаласа, ун хыҫҫӑн пӑхса тӑрса юлчӗ… Фома пуҫне уснӑ та, хреснашшӗ ҫине куҫ айӗн пӑхса, ҫӳҫенсе илнӗ. — Лартать… шеллесе тӑрас ҫук… — шухӑшланӑ вӑл хреснашшӗ ҫинчен. Унта вӑл нимӗн те курман, анчах, халь пулмасан, кайран мӗн те пулсан тупас пирки шанчӑкне ҫухатман… — Ҫул ҫӳретӗр-и? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл. Ҫӳллӗ те тӗреклӗ казакчӗ Аверьян, анчах манпа мӗн тума пултарнӑ-ха вӑл? — Ҫав чунсӑр хӗр-манах ӑна хӑваласа кӑларнӑ та. Ҫав майорах, — вӑл темӗнле ӗҫпе пирӗн штаба пыратчӗ, — чарӑнса тӑчӗ те йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ: «Тырпултан пай илетӗр-и е ҫук-и?» тет. Вӗсем, ҫав скептиксем, пур патшалӑхсенче те пур. Сасартӑк Гусев кӑшкӑрса ячӗ: — Авӑ вӑл! Ромашов Бобетинский поручика шыраса тупрӗ те ун патне пычӗ. Халӗ ӗнтӗ амӑшӗшӗн ӑнланмалла мар сӑмахӗсенчен тӑракан тепӗр тавлашу пуҫланчӗ. — Мӗншӗн улттӑра? — ыйтрӗ Павка. Таса тӳпере Уйӑх ҫап-ҫутӑ ҫутатать. Вӑл мана пит ырӑ кӑмӑллӑ сӑмах калама тытӑнчӗ те, юлашкинчен эпӗ усӑллӑ тарҫӑ пулса, ку таранччен вӑл кӑтартнӑ ырлӑхсемпе малашне те кӑтартас ырлӑхсене илме чӑн та чӑн тивӗҫлӗ пуласса шанатӑп, терӗ. Вӗсем чуна кӑшласа ҫисе кӑларнӑ пек туйӑнатчӗ, вӗсен ӑслӑ сӑмахӗсем чӗрене хӗрлӗн тутӑхтарнипе хупласа пыратчӗҫ. Саша, куҫӗсемпе аппӑшӗ ҫинелле йӑлтӑртаттарса, аялти нотӑсемпе каласа хунӑ: — Ачӑлташ пекех, чӗрем типӗнчӗ-ӗ-ӗ Икӗ сас, пӗр-пӗринпе ыталанса илсе, шыв ҫийӗпе илемлӗн, сӗткенлӗн, тулли вӑй тапнипе чӗтӗревлӗн янӑраса юхнӑ. Паганель ҫак илемлӗ читлӗхсене курсассӑнах ӗмӗрхи канӑҫун вырӑнӗсене палларӗ. Кӑвак пӗлӗт тата кӑвакрах туйӑна пуҫланӑ, симӗс курӑкӗ тата ешӗл симӗсрех туйӑннӑ. — Эсӗ куна ним те мар тесе шутлатӑн-и? Ҫук. Шӑпа ячӗҫ; хӗрсенчен пӗри малалла тухрӗ. Сирӗн пеккисене пулемётпа ҫеҫ сӑтӑрса тухмалла, — чыхӑнса кайса кӑшкӑрчӗ те вӑл юлашкинчен, сцена ҫинчен чупса анса, никам ҫине пӑхмасӑрах алӑк патнелле утрӗ. Колхозниксен пухӑвӗ пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе пӗрлештересси пирки кӑмӑл тусах йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӗҫ выльӑхӗсене тата сӗт-ҫу паракан выльӑхсене унчченех пӗрлештернӗччӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та ку решени ҫамрӑк выльӑхсене те сурӑхсемпе сыснасене кӑна тивет, — анчах чӑх-чӗпсене пӗрлештересси пирки чылайччен хӗрӳллӗ тавлашусем пычӗҫ. Анчах ытти планетӑсем ҫинчи ҫынсем, библи вӗрентнӗ пек, ҫӗр ҫинчи турӑ туса янӑ пирвайхи ҫынсенчен — Адампа Евӑран пуҫланса кайма пултарайман-ҫке? Ҫавӑн пек пулчӗ унӑн отвечӗ. Анчах кайӑк ҫылӑхне тума, выҫӑхса ҫитнӗ хӗрарӑм телейне тултарма нумай вӑхӑт кирлӗ-ши? Патшана ҫывӑх тӑракан ҫынсенчен пӗри пулас эсӗ, ҫапла мар-и? — Анчах эпӗ тутарсене хӗрхенетӗп. Кун пирки эпӗ питех те хытӑ шухӑшлатӑп, ҫав йывӑрлӑхран тухма мӗнле те пулин ҫул шырарӑм. Апатне лайӑх ҫитереҫҫӗ (кунти такасем пирӗн патрине, Запорожьеринех ҫитеймеҫҫӗ те), ма пурӑнас мар-ха, мӗнле те пулин?» — Вӑл Рим ҫулӗнчен инҫе мар, — ҫавӑнпа та ӗнтӗ турра кӗлтӑвакансем нумайӑшӗ, унта кӑнтӑрлахи кӗлле ятлӗҫ тесе, кӑшт ҫаврӑнӑҫ тӑваҫҫӗ. Сасартӑк ҫапӑҫу татах чарӑнчӗ. Ку хутӗнче хута кӗрекен пырса ҫитрӗ те хӑй килнипе телейсӗр ҫынна тӗреклӗхпе ҫӗнӗ шанчӑк пачӗ. — Ӑҫта каймалла, Александра Ивановна? — ыйтрӗ водитель, пӗрремӗш скорӑҫран иккӗмӗшӗ ҫине куҫса. — Тӑхта-ха, терӗ вӑл. Хӑрушлӑха пӗр хуйхӑрмасӑр кӗтсе илесси — карап командирӗсен йӑли ӗнтӗ вӑл. Сирӗн шӑлну айӑпланакан ҫынпа харкашса уйӑрӑлнӑ тени тӗрӗс-и вӑл? Хӑш-пӗр чух, ку чӑнах та ҫӗр тесе, вӗсем ҫине тӑрсах тавлашрӗҫ, анчах кӑшт вӑхӑт иртсен, ку куҫ ултавӗ ҫеҫ пулнипе килӗшмелле пулчӗ. Каҫа хирӗҫ Елена шухӑша кайрӗ. Ҫунтарса ямалла! Уйӑх ҫинче курӑнакан кратерсемпе цирксене шутлама тытӑнӑпӑр: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, вуннӑ… ҫирӗм… аллӑ… Анчах халӗ кӗтмен ҫӗртен ҫӗнӗ Лантенак сиксе тухрӗ. Марья Ивановна акӑ кунта сирӗнсӗр тем те пӗр курса пӗтрӗ, мӗскӗнӗм… Унӑн ыйӑхне йывӑҫсен хушшинче шевле пек вылянакан темӗнле пӗлмелле мар ҫутӑ сирсе ячӗ. — Ҫапла, Николенька, — тӑсрӗ вӑл малалла, эпӗ хӑй ҫине хӗрхененҫи пулса мар, чӑнах та хӗрхенсе пӑхнине асӑрхаса, — эпӗ телейсӗр ҫуралнӑ, телейсӗрех вилетӗп ӗнтӗ. Сывламалла, утса ҫӳремелле. Ӑнлантӑр-и? Уҫӑ вырӑнта апатланмалла. Ҫак пӗчӗк ҫырура хама мӗн пулнине, мӗнле майпа пӗр-пӗрне ҫухатнине ӑнлантарса парас та ҫук. Огарнова ахлатса илчӗ те шартах сикрӗ. Эпир хамӑн йӑмӑк Саня ҫинчен калаҫса кайрӑмӑр та, Катя вара Мускава ҫав иртнӗ кунсенче ҫеҫ Ленинград театрӗ килсе кайни ҫинчен каларӗ, Горьки ҫырнӑ «Амӑшӗ» выляса кӑтартнӑ иккен, программинче «Художникӗ — П. Сковородников» тесе ҫырнӑ, терӗ. Тата эпӗ урӑхла пӗлместӗп те. Ҫӗленсенчен тесе каласшӑн-и эсир? Унтанпа Плутон Хӗвел тавра пӗрре вуннӑмӗш пайне кӑна ҫаврӑнма ӗлкӗрнӗ-ха. Пӗр ҫын юлми вӗлерсе тухнӑ: ҫын купинчен хӑрӑлтатни те, йынӑшни те илтӗнмест. Турӑ ҫырлах! Тепӗр чух, — терӗм. Вӑл, нимӗн курнӑҫланкаласа тӑмасӑрах, хӑй мана чӗререн кӑмӑллани ҫинчен тата ашшӗ-амӑшӗ те унӑн телейне хӗпӗртесех йышӑнма кирли ҫинчен тӳрех каласа пачӗ. Усал ҫын вӑл, мана юратмасть вӑл, — шухӑшларӗ Ромашов, шутланӑ ҫынни вара халь пач та ӗлӗкхи Осадчий мар, йӑлт урӑххи, ҫӗнни, хӑрушла инҫетри, чӑн-чӑнни те мар-ха, чӗрӗ фотографи экранӗ ҫинче куҫкалаканскерри пек. Вунӑ официант кухньӑпа буфет хушшине пӗр вӗҫӗмсӗр кулса ҫӳреҫҫӗ. — Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах ҫавӑн пек. Вӗсем пек туслӑ ҫынсем тӗнчере те пулман. — Ӑҫта? — Пӗр сӑмах ҫеҫ! — терӗ вӑл хӑвӑрттӑн. Эсир иксӗр каланинче те пӑртак тӗрӗслӗх пур; анчах мӗнпур тӗрӗслӗх, чӑн-чӑн тӗрӗслӗх, эпӗ мӗн калассинче. Акӑш-макӑш пысӑк кӑмака халапри улӑпӑн илемсӗр пуҫӗ евӗрлӗн курӑнатчӗ. Вӑл, урай айӗнчен тухса, ҫап-ҫутӑ вутлӑ сарлака ҫӑварне карса, пирӗн ҫинелле кӑварпа сывланӑ пекчӗ; ҫамки ҫинчи икӗ хура шӑтӑкӗпе пирӗн вӗҫӗмсӗр ӗҫӗмӗре сӑнанӑ пекчӗ. Вӑл тӗлӗкӗнче те ҫав кӗнекепех аташакан пулчӗ. Пароход ҫине ларатӑн та хӑть те ӑҫта кай: Рязане, Рыбинскине, Перме, Астрахане ҫитиех кай хуть! Ӗҫ ӑннине кура хытӑ хавасланса, Матвей Юргин яланхинчен ытларах ҫапӑҫасшӑн ҫуна пуҫларӗ. Ку аван. Ҫеклӗсене пурне те лайӑх ҫаклатсассӑн, эпӗ канатсене ҫыхнӑ тӗлтен алла тытрӑм та карапсене туртрӑм, анчах пӗр карапӗ те вырӑнтан тапранмарӗ: вӗсем пурте якӑрсенчен ҫирӗп тытӑнса тӑраҫҫӗ. Вара манӑн пит хӑрушӑ ӗҫ тумалла пулчӗ. Шухӑшласа илчӗ: «Асӑрханусӑр», — ҫакна ҫавӑнтах манса кайрӗ. Ҫавӑншӑн пуриншӗн те вара мана, хуҫасем каҫсенче хӑнана кайсассӑн, вӗсене алӑк патӗнчи крыльцара кӗтсе ларма ирӗк пачӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗ, шыҫӑнса кайнӑ питли, ҫавӑрса ҫыхнӑ пуҫӗ ҫине салтак ҫӗлӗкне лартса янӑскер, урисене ҫӗрелле, кустӑрма патнелле туса ларнӑ та, чӗркуҫҫийӗсем ҫине аллисемпе тӗрӗнсе, тӗлӗрсе пырать тейӗн. — Ҫук, айван, ку пичетлесе кӑларнӑ кӗнеке мар, ку алӑпа ҫырнӑ — рунӑсемпе ҫырнӑ манускрипт… Столовӑйри пысӑк Лёля сире ҫапла пӗлтерме хушрӗ: эсир килсен, вӑл сире халь пӗр тавлашмасӑрах виҫшер чашӑк ҫитерӗттӗм, уншӑн Военторг мана хуть те ӗҫрен кӑларса ятӑр, тет. Апла пулсан итле: эпӗ сана кирлӗ сӑмах каличчен, эсӗ малтанхи пекех кубрикра ҫывӑратӑн, эсӗ хытӑ апатах ҫиетӗн, эсӗ итлетӗн, эсӗ ҫынна хисеплетӗн тата пӗр тумлам эрех ӗҫместӗн, — терӗ вӑл. Тутӑ ҫын выҫӑ ҫынна юлташ мар. — А виноградне анне хӑй илсе килме пулчӗ. — Вилнӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Кукушкин, унӑн кровачӗ патне чӗркуҫҫи ҫине ларса. Паян ирпе ҫитрӗм, кунта каҫа юлса килтӗм, ҫынсем курасран… Ун пекки хӑй такама та хӗнесе пӑрахӗ. Мӗне кирлӗ сана улпут тӑлӑпӗ? Ҫав усӑсӑр кӗрешӳре эпӗ чӗрери кӑвара та, чӑн-чӑн пурнӑҫра кирлӗ хӑвата та кӑлӑхах пӗтерсе тунӑ иккен; ҫак пурнӑҫа эпӗ шухӑшпа пурӑнса ирттернӗ хыҫҫӑн кӗтӗм, ҫавӑнпа мана ытла кичем те ирсӗр пулса кайрӗ, хӑй хӑйшӗн тахҫанах паллӑ кӗнеке майлӑ ҫырнӑ начар произведенине вулакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулать. Ҫук, апла мар. Кунти лагерьте каторжниксен пӗр шайки тӑнӑ, ӑна пӗр сӑмахсӑр кӑтартса параканнине Гленарван астуса илчӗ. Пӗлӗтлерӗ. Вӑл хӑйӗн суранӗ ҫинчи мӗнпур ҫыхӑсене сӳсе пӑрахрӗ; вӗсене таҫта аякках ывӑтрӗ; хыттӑн тем каласшӑн пулчӗ, анчах ун вырӑнне сӳпӗлтетме ҫеҫ тытӑнчӗ: вӑл тӑнне ҫухатрӗ те хӑй тӗллӗн аташма пуҫларӗ. Акӑ, пӑх, эпӗ ҫирӗм долларлӑх ылтӑн укҫа ҫак хӑма ҫине хуратӑп — ҫывӑха ишсе ҫитсен, илетӗн. Тен, хам ытла пӗчӗк пӳллӗ пулнипе те ӗненмерӗҫ пуль. — Сана ӑна суйса кӑтартнӑ, ачам, Афины ҫуя вӑл, — Афон пур, анчах вӑл хула мар, сӑрт, ун ҫинче мӑнастырь ларать. Тупатех сана — е вӑл савса юратнӑ чух хӗрарӑм мӗн иккенне пӗлместӗп-и эпӗ. Ну, мӗскер? Сӑнавсене хӑюллӑрах тӑвӑр! Вӑл, тӳпере кашни секундрах 7 километра яхӑн куҫса пырать пулин те, питӗ ерипен шунӑ пек туйӑнать. Ҫапах та каҫхи апат тутлӑ пулчӗ: типӗтнӗ какай, ӑшаланӑ ҫӑмартасем, мояра, ӑшаласа пӗҫернӗ хильгуэроссемпе ҫерҫисем — ҫаксем пурте калама ҫук тутлӑ пулчӗҫ, ӑна кайран та ҫулҫӳревҫӗсем нумайччен асӑнса ҫӳрерӗҫ. Ҫынна пӗрре те курмасӑр, унӑн сассине те илтмесӗр, ҫырусем тӑрӑх кӑна юратма пулать-им? Хӑш-пӗр ҫӗрте, ҫара ҫерҫисем тейӗн — аялалла-ҫӳлелле ҫунатлӑ кӳлепесем вӗҫе-вӗҫе анаҫҫӗ те ҫӗкленеҫҫӗ. — Чӑнах-и? Любовь темӗнле гимназистсемпе пӗлӗшлӗ пулнӑ: чӑн ӗнтӗ, вӗсен хушшинче Фоман ӗлӗкхи юлташӗ Ежов та пулнӑ, ҫапах Фоман вӗсен енне кӑмӑл туртсах кайман, вӗсен компанийӗнче вӑл хӑйне хӗсӗккӗн туйнӑ. Асӑннӑ вӑхӑтра вӑл хӗрӗх виҫҫӗре пулнӑ; сарлака хул-ҫурӑмлӑ та ҫӳллӗскер, вӑл, протодиакон евӗр, хулӑн баспа калаҫнӑ; унӑн пысӑк куҫӗсем тӗксӗм куҫхаршисем айӗн хӑюллӑн, ӑслӑн пӑхнӑ; унӑн йӗпкӗн хура сухалпа витӗннӗ, пиҫӗхнӗ сӑн-питӗнче, тата мӗнпур вӑйпиттиллӗ ӳт-пӗвӗнче вырӑсла сывлӑх, тӳрккес илем тӑртанса тӑнӑ; тикӗс те васкавсӑр уттинче — вӑл хӑйӗн вӑйне лайӑх ӑнкарса тӑни палӑрнӑ. Ун вырӑнне унӑн ӗҫӗ те ҫӑмӑлрах, ӑнланмалларах: турккӑсене ҫеҫ хӑваласа кӑлармалла пысӑк ӗҫ ӗнтӗ, ним те калаймӑн! Пакӑлтатни ырӑ тумасть сана. Вӑл каллех хӳме урлӑ сиксе каҫрӗ. Ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл ман ҫине сиввӗн пӑхма пултарать. Ҫуркуннесенче унта йӗплӗ курӑк ӳскелет-ха, анчах вӑрахах мар, ҫакӑн хыҫҫӑн вара ҫав путсӗр ҫӗр ҫине сурса хур та унта тепӗр ҫуркуннесӗр кайса та ан курӑн. Меркурие вӑл пӗрремӗш е юлашки чӗрӗкри фазӑра чухне, урӑхла каласан, Хӗвелтен сылтӑм е сулахай енче чухне ҫеҫ авантарах курма пулать. Тимӗрҫӗсем кулса илчӗҫ. Ку, тепри, кӗтесрен ҫил вӗрсе янӑ пек, сасартӑк шухӑша кайнӑ самантсемпе питех те ӑста усӑ курса, ӑна тарӑхтармалла, йӳҫӗ шухӑшсем пӑшӑлтатса каланӑ: «Лаша пек ӗҫлетӗн, анчах — мӗншӗн? Огнянов патне пӗр пӑлхавҫӑ пычӗ те: арестленӗ ҫынсем ӳкӗнеҫҫӗ, каҫару ыйтаҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Нагульнов икӗ хутчен вӗсене хыҫран печӗ, анчах лектереймерӗ. Апла кашниех ҫырта пуҫласан, тӗнчере пурӑнас та мар. Вӗсем ҫаплах пӗр чӗнмесӗр лараҫҫӗ: Вавжон кӑмака умӗнче, Марыся — улӑм ҫинче. — Шӑнса кайрӑм эпӗ… ух, ҫав тери! Лав тапранчӗ. Пӗлет Тарас: нумай ларнӑ ырӑ эрех тем пекех хӑватлӑ, вӑл ҫын кӑмӑлне тем пекех ҫӗклеме пултарать, анчах ун ҫумне тата чипер кӑна сӑмах хушса хурсан, вара эрех хӑвачӗ те, ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑл хӑвачӗ те икӗ хут ӳсет. Ытларикун ирхине ҫӑр сучӗ пулса иртрӗ. Вӑл мӗн пур грингосене юратман, анчах кӑна вӑл сасартӑк пулма пултарайманла тарӑхса кайнӑ. Салху сӑнлӑ, хӗрарӑмсен пит-куҫӗсем, пӑхма кӑмӑллӑ пулсан та, илемлех мар. Сирӗн пата акӑ мӗскер калама килнӗ эп — ҫитет! — Эппин, акӑ мӗн, Бекки: пирӗн ҫакӑнтах юлмалла, кунта ӗҫмелли шыв та пур… «Мӗнех вара эпир пуян, вӗсем чухӑн пулни? — шухӑшларӑм эпӗ. Ыттисенчен вӑйлӑ ыратмарӗ. Батальонсен командирӗсем пачах та нимӗн туман, пуринчен ытла хӗлле. Унтан эпӗ вӑранса каятӑп е, тӗрӗсрех, вӑранса та мар, пач кӗтмен ҫӗртенех хам ҫывӑрманнине куратӑп. Унӑн салтака каймалла, — унӑн тата ҫак Яковӑн. Калаҫса илнӗ хыҫҫӑн ачасем ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Тӗл хули ун — Ташкент. Чухӑн мустангер та сирӗн умра, ҫӗр кӗтӳ тытса усракан хуҫа пекех, телее шанса, кӗтсе тӑма пултарать пулмалла. Эпир Грэйпа иксӗмӗр, пирӗн аслисем мӗн каланине илтес мар тесе, пуран инҫетри кӗтессинче лартӑмӑр. Грэй, доктор ҫавнашкал темӗнле ӗҫ тунипе тӗлӗнсе кайнӑскер, ҫӑварӗнчи чӗлӗмне аллине тытса, ҫӑварне хыпма та манса кайрӗ. — Нумаях пулмасть Ташкента ҫырса ячӗ. Халӗ самани ҫавӑн пек: власть пирки ӑраснах тӳрӗ кӑмӑлпа шухӑшлани кирлӗ. Унӑн ӑшчиккинче эрех пулнӑ вӗт. Ҫынсем-ҫке-ха ҫапах. Территори дивизийӗн штабӗ батальона каярах юлса чӗннӗ, тепӗр кунне манёврсем ирех пуҫланаҫҫӗ. Эпӗ те унпа пӗрле унта каясшӑн пултӑм, анчах та вӑл хӑйне пӗччен хӑварма ыйтрӗ. Темиҫе минутран вӑл пӗр сассӑр-мӗнсӗр куҫҫульне юхтарса таврӑнчӗ. Пирӗн ума кибиткӑллӑ лав пырса тӑратрӗҫ. «Эй турӑ, аттем, эсӗ мана та чӗнетӗн пулмалла», — тет хӑйне хӑй Миките. Малта пыракан ҫамрӑк капитан сӑрт хырҫи тӑрӑх пурне те ҫул кӑтартса пырать; сӗм тӗттӗм пулсан та хӑрушӑ вырӑнсенчен вӑл туйӑм-сисӗмӗ пулӑшнипех иртет, ури айӗнчен мӗнле те пулин чул хӑйпӑнса мур тӗпнелле шӑпӑртатса аннӑ чухне хӑлхисене чӑнк тӑратса итлет. Ун ҫине куҫла тӗллесе кӑтартса, Поляница хӑюллӑн тата темшӗн хӑйӗн тӑван чӗлхипе ҫапла каласа хучӗ: — Ҫак мӗнне куратӑн-и? — Эпӗ мар халӑха, халӑх мана ҫавӑн пек тӑвать, — терӗ вӑл. Тархасласа кӑшкӑрни ӑна каялла таврӑнма хистерӗ. Хӑй куҫран ҫухалма хатӗрленнӗ тӗттӗмрен вӑл каллех ҫутта тухрӗ. Хӑйне хӑлхинчен турткаласа. Ҫынсем ӑна:— Ӑҫта сӗкӗнетӗн? — терӗҫ ҫилленсех. А манпа Амали Ивановна хушшинче мӗнле пӗрлӗх пур вара? — Ку ӗнтӗ пурте-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Ун ҫывӑхӗнчех, йӗвен ҫӑварлӑхӗсемпе чӑнкӑртаттарса, лашасем карта урлӑ мӑян-курӑксем патнелле кармашаҫҫӗ… — Ан пӑрах Христос, ку мана ал ҫемми. Ӗни ӳкрӗ те вилчӗ хам умрах. Бруно хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне Коперник шухӑшӗсене сарас ӗҫе панӑ. Карл Иваныч сӑвӑсем ҫырса илме юратнине пӗлсе, эпӗ майӗпен унӑн хучӗсем хушшинче чакаланма тытӑнтӑм та нимӗҫле сӑвӑсем хушшинче пӗрре вырӑслине тупрӑм, ахӑртнех, хӑй ҫырнӑскер пулас. Чӑнлӑх пирки ӑна ҫамрӑксен тӑрӑшас пулать, ҫавӑнпа та вӗсене куҫлӑх кирлӗ. Вӑл кӑшкӑрса тата патакӗпе тӑрӑнтарса вӑкӑрсене вырӑнтан тапратса ярасшӑн пулчӗ, анчах чӗтревлӗ ҫӗр ҫинче чӗркуҫҫи таран путса ларнӑ мӗскӗн выльӑхсем пӗр утӑм та тума пултараймаҫҫӗ. — Ҫак строитель — хуртсем, термитсем ҫеҫ, капмар, хуть мӗнле архитектора та чыс кӳрекен япаласем тума пултараҫҫӗ. — Ну, вӑт, куратӑр-и, епле аван, — терӗ Марья Николаевна. Эпӗ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн хуҫасем канма выртнӑ вӑхӑта суйларӑм та, вӑтанса кайнӑскер, хуйхӑ пуснӑскер, закройщик арӑмӗ патне пырса кӗтӗм. — Халех килет. — Ҫук, Ванюк, ылттӑнӑм, пулма пултарайман япала ку! — Мӗн тыттарса ярасси? Кралич тарса хӑтӑлнине тӗшмӗртсен, Марко, хапха уҫрӗ те хӑй умӗнче онбашипе жандармсем тӑнине курах кайрӗ. Мишель Флешар, аллинчи пашалуне виҫӗ пӗчӗк ыйткалакана парса, тӳрех вӑрман витӗр утрӗ. — Анчах эсир вутта чугун ҫулран аякра хатӗрленине пӗлнӗ вӗт? — ыйтрӗ Аким. — Илтнӗ, анчах эпӗ ют участокра йӑнӑш туни ҫинчен пуҫлӑхсене кӑтартса пама пултарайман. Мӑнтӑркка доцент, макӑрмалла пуличченех ӳсӗрскер, урайӗнче, вырӑнтан хускатса пӗтернӗ сӗтел-пукансем, сӑра бутылкисем, хывса пӑрахнӑ ҫиелти тумтирсем хушшинче аялти кӗпе-йӗмӗпех, аллине сигара тытса, мӗкӗрсе ларать: — Ҫынсене хӗрхенсе ыр-рӑ тӑвасси… Анчах Ромашовран эпӗ Катя пирки ыйтса пӗлесшӗн марччӗ-ха. — Ан пӑшӑрханӑр, сэр, — терӗ ҫамрӑк капитан, — так-ахаль пӑшӑрханас пулмасть. — Анчах сире ун ҫинчен каларӗҫ пулӗ. Пирӗн пароход ерипен пырать, ӗҫлӗ ҫынсем почтовӑйсем ҫине лараҫҫӗ, пирӗн пата вара пурте темле ӗҫсӗр те лӑпкӑ ҫынсем пуҫтарӑнаҫҫӗ. Ҫакна пула вӗсенчен кашниех хӑйсем тавра пӗчӗк ушкӑн пухаҫҫӗ, ҫав ушкӑнта вара яланах хӑйсене ҫӳлте тытакан ҫынсем тӑраҫҫӗ. — Ку шӑнана, — терӗ энтомолог, — ку чипер, эп алра тытса тӑракан шӑнана цеце теҫҫӗ. Ку шӑнапа ҫак вӑхӑтчен пӗр континент ҫеҫ мухтаннӑ! Ӗлӗк чух, шухӑшларӑм хам ӑшра, юрататчӗҫ мана, ҫупӑрлатчӗҫ, ывӑна пӗлмесӗр саватчӗҫ: куллӑмшӑн ҫеҫ, пӗрре ачашшӑн кулса илнишӗн эпӗ мӗн ыйтнӑ — ҫавна тӑватчӗҫ… Артамонов ӑна хытӑ вӑрҫса тӑкрӗ. …Сивӗ, йӗпе-сапаллӑ кӗркунне ҫитрӗ. Куҫне карса лартнӑ куҫҫулӗ витӗр куккӑшпе Христофор атте мӗнле тухса кайнине Егорушка кураймарӗ. Мана лав ҫине ларма пулӑш та, ҫемҫелсе ан кай. Унӑн амӑшӗ те ҫук вӗт… — тесе хучӗ. Пире Оклендӑн ҫутисем вӑтӑр ултӑ сехет каярахах курӑнмаллаччӗ. Ӑҫталла илсе кайрӗ-ха ӑна ҫав эсреле кӗсри? Акӑ хай, нимӗҫсем хупма тӑрӑшакан хапха, — терӗ те вӑл, Баренц тинӗсӗнчен Карск тинӗсне тухакан вырӑна ҫавӑнтах аллаппипе витрӗ, — вӗсем мӗншӗн тесен авиаци моторӗсем тӑвас ӗҫре Энск рудникӗсем мӗнле пысӑк усӑ кӑтартнине питӗ лайӑх тӗшмӗртеҫҫӗ. Хамӑр выльӑхсене бригадӑран киле илсе кайма ирӗк паратӑр пулӗ? Эпир тенкел ҫине лартӑмӑр, Катя пуҫне алли ҫине таянтарса итлет, итлеме лайӑх пултӑр тесе, вӑл кирек хӑҫан та нумайччен итлесшӗн пулнӑ чух ҫапла ларма юратнине аса илтӗм эпӗ. — Чикмек хӑш вӑхӑтра кирлӗ? Эпӗ куҫсене уҫрӑм. Унсӑрӑн май та килмест, мӗншӗн тесен пысӑк ӗҫ тумалла пулать-ҫке. — Фабрикӑрисене вӑл пуҫласа курать! — ӑнлантарса пачӗ Рыбин. — Кунта кӗмӗл тӗслӗ топольсемпе чӑрӑшсем тата, хура ҫӗр хушса, ҫӑкасем ытларах лартмалла. Ним йӗркисӗр купаланса выртакан пӗренесемпе хӑмасем айӗнчен сапёрсем носилка ҫӗклесе тухнӑ, ун ҫинче простыньӑпа витнӗ, юнланса пӗтнӗ ҫын кӗлетки выртнӑ. — Тата тӗрлӗрен ӑнӑҫусем те-и? Тапӑ ӑшне лекнӗ кашкӑр пек, ман ҫине пӗр минут хушши пӑхса тӑчӗ те, лӑпкӑ сасӑпа: «Полковник, эпӗ ура ҫине тӑрса, сире пӑвса вӗлерме пултараймастӑп, анчах манӑн шӑлсем ҫителӗклех ҫирӗп. Данаил ҫул патнелле тапса сикрӗ. Чупса ҫитнӗ маях вӑл хӑй ашшӗне вӗлерекене кӑкӑрӗнчен ятаганпа пашлаттарчӗ. Ҫынсем шӑплансан, вӑл лӑпкӑн ҫапла каларӗ: — Ҫул ҫитмен Варькӑна кунта кӗртмелле те пулман. Куҫҫульне вӑл ытахальрен кӑна, — арӑм пуласран шикленни, малтанлӑха кӑмӑл пӑтранни кӑна, тейӗ. Иккӗмӗш хутӗнче индеецсем, — ах, турӑҫӑм, мана кайран каларӗҫ, вӗсем индеецсем пулман-мӗн, — иккӗмӗш хутӗнче ҫавсем чӑтлӑх витӗр йӑпшӑнса пынӑ чухне. Амӑшӗ — ҫӳллӗ, кӑшт курпунтарах хӗрарӑм, вӑл нумай ӗҫленипе те упӑшки хӗненипе ҫапла кӑшт пӗшкӗнерех, пӗр сас-чӗвсӗр, шӑппӑн, яланах мӗне те пулин пырса перӗнесрен хӑранӑ пек ҫӳрет. Ӗнтӗ эпир голова ҫинчен пӗтӗмпех каласа патӑмӑр; анчах ӳсӗр Каленик ҫур ҫул та кайман-ха, ҫаплах голована ятлаҫса пырать-ха вӑл, хӑйӗн ӳркевлӗ те аран ҫеҫ ҫаврӑнкалакан чӗлхи ҫине мӗнле усал сӑмах килет, ҫавсене суйласа илсе ятлаҫать. Иртнӗ эрнере эрнекун эпӗ, ачасене лартса, уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм; шӑпах аслӑ ҫул ҫине тухнӑ ҫӗрте, ман сехрене яланах хӑпартакан леш кӗпер патӗнче, лашасем пылчӑка кӗрсе ларчӗҫ. — Ман шутпа, ӑна вӗлермелле. Ҫавна тивӗҫлӗ вӑл! Хэтфилд старике вӗлерчӗ-ҫке хӑй. Ӑнланма пултарать-им вӑл? — Кала-ха, Бойчо, Клисурӑра эс Кандовпа хирӗҫмерӗн пуль? Яков Лукич сӑтӑрла ӗҫ тӑвать тесе шухӑшлани халӗ ӗнтӗ ӑна пулма пултарайман япала пек туйӑна пуҫларӗ. Вӑл темиҫе сехет хушши ҫывӑрчӗ те ҫӗр варринче ыйхӑран вӑранса, кӑнтӑрлахи шӑрӑхчен ытларах каяс шутпа, каллех ҫула тухрӗ. «Мӗн сана, — ыйтатӑп эпӗ, лашуна таканласа памалла-и? — Ус мунчуна… — Укҫа-и! — кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Ҫав какай сӗтел ҫинче пултӑрччӗ, унта Ҫӑрттан йӑнӑшас ҫук, ҫӑвар тӗлне тупатех вӑл!» Тӑхта-ха, атте таврӑнсан, акӑ, кӑтартӗ сана юрату. Ерофей Кузьмич йӑлт пӑхса илчӗ те: — Вӑл-и? — тесе ыйтрӗ. Тепӗр майлӑ каласан, ку утрав хӗрӗх фут ҫӳллӗш тӑсмакрах чӑнкӑ сӑрт. Унӑн хурарах тирпе витӗннӗ, шурӑ кӗпепе простынь ҫинче уйрӑмӑнах палӑракан типшӗм аллисем тарӑх этемӗн шӑммисене сӑнаса вӗренме те пулнӑ. Ҫакӑн пек ҫынсем пулнӑ ӗнтӗ кунта юлса ляхсене хӑйсен юлташӗсемшӗн тата Христос тӗнӗшӗн тавӑрасшӑн ҫунакан козаксем. Сана юратмастӑп эпӗ. Ромашов хӑйӗн Николаевпа пулса иртнӗ хирӗҫӳ историпе тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. — Ку эпӗ, Радуб! Нивушлӗ, пичче те хӑйӗн ӑсӗ мӗн каланине итлерӗ-ши? — тесе шухӑшлатӑп. Кунта эпӗ сире пуринчен малтан гони сӑмах татӑкӗ ҫинчен ытларах шухӑшласа пӑхма сӗнетӗп. Муана королевӑна ҫӗнӗ тухатмӑш ҫывхарса пыни ҫинчен каласанах, вӑл пур ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле ӑна хирӗҫ тухма васкарӗ. Барометр йӗппи ӳкни ҫинчен Карл Иванычпа темиҫе сӑмах калаҫкаласан тата, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫамрӑк сунар йыттисене итлесе пӑхас кӑмӑлӗ пуррипе, вӗсене апат памалла марри ҫинчен Якова каласан, атте эп кӗтнӗ пек мар, урӑхла турӗ, пире, сунара илсе каяссипе йӑпатса, вӗренме ячӗ. Вара, хӑвӑрт ун ытамӗнчен тухса, куҫҫульне кӑтартас мар тесе, айккинелле ҫаврӑнса тӑнӑ. Татах калатӑп, тепӗр уйӑхран та эпир вутӑ тӑватҫӗр кубометртан ытла пама пултараймастпӑр. — А-а, ватӑ каскӑн хӑйне пит аван туять! — пӗлтерчӗ Гаррис. — Вӑл сана курма питӗ хавас пулӗ. Наука вӑл таса, тивлетлӗ шерепет… анчах та халӗ вӑл, — сивуш ҫӑвӗнчен тасалман ҫутти пекех, — ӑша илме юрӑхсӑр. — Сергей! Ӗлӗкрен юлнӑ йӑлана, ашшӗ-амӑшӗ апатланнӑ чух, пӗчӗккисем аслисене хисеплеме вӗренччӗр тесе, вӗсене хӑйсемпе пӗрле сӗтел хушшине лартсах кайман. Анчах Марко ҫав йӑлана уясах тӑмасть, тепӗр чух, хӑна-вӗрле килес пулсан та, ачисене вӗсемпе пӗр сӗтел хушшинех лартать. — Мучи, ку хӗрес ма кунта ларать? — ыйтрӗ Егорушка. Костюмне ҫав вырӑнти евӗрлӗ ҫӗлерӗҫ, вӑл пӑртак перс тумтирӗ пекрехчӗ, кӑшт китай тумтирӗ пекчӗ, анчах тӗплӗ те кӗрнеклӗ ҫӗленӗччӗ. Нимӗнле телеграф та кирлӗ мар, ҫухрӑмранах сисет. — Идеи тӗрӗс. Каҫхине миҫе хутчен вилме хатӗрлентӗн? Ӳтшӗн ҫунас туйӑм пур, ҫӗнӗ ӑру та пур, — тӗллеве, апла пулсан, ҫитес ӑрура пурнӑҫлас шанчӑк пур. Ҫапӑҫу ӑна ӗҫкӗ пекех туйӑнать: ҫыннӑн пуҫӗ хӗрсе каять, куҫ умӗнчи мӗнпур ҫынсемпе япаласем пӑтрашӑнса пӗтеҫҫӗ, ҫын пуҫӗсем ыткӑнаҫҫӗ, лашасем ҫӗр ҫине шавлӑн пере-пере анаҫҫӗ, Андрий пульӑсем шӑхӑрнӑ тата хӗҫсем ялтӑртатнӑ хушӑра ӳсӗр ҫын пек малаллах вӗҫтерсе пырать, пурне те хӗҫпе ваклать, ҫын вакланине пӗрре те илтмест. — Ман упӑшкам! — тесе илчӗ вӑл, тӗлӗнсе. Кун пирки иккӗленсе тӑмалли те пулман. Кусем йӑлтах урӑхла ҫынсем, вӗреннӗ асессорсем… Анчах Россия тӗлӗнмелле ҫӗршыв, пӗр коллежски асессор ҫинчен каласан, Ригӑран пуҫласа Камчаткӑна ҫитиех ытти коллежски асессорсем пурте хӑйсем ҫине илеҫҫӗ. Эпӗ вӗт яланах сирӗн замокран килекен ҫулпа сӗнкӗлтетсе ҫӳретӗп. — Манӑн нимӗнле герб та ҫук, ҫак кивӗ кӗпесӗр пуҫне, манӑн нимӗн те ҫук, ун ҫине манӑн дневник ҫырмалла, хӑвӑрах пӗлетӗр… Автор хӑйӗн ҫӗршывне юратать. Тепӗр ҫулталӑкран каллех пушар тухрӗ те, унӑн картишӗнче тӗтӗм шӑрши ҫапакан сухапуҫне кӑна тӑратса хӑварчӗ. Алли, алли мӗнле! Каснӑ-лартнӑ ман Сёмка ҫырнӑ пек. — Мӗскер калаҫан-ха эсӗ, Том! Перине хур тӗкӗнчен тума пит ҫӑмӑл-ҫке, хӑвӑртрах та пулать, тӑпӑлтарса илмелле кӑна. — Чӑнах та, — тавӑрчӗ Гаррис. — Анчах… — Мӗн анчах? — ыйтрӗ Дик Сэнд, Гарриса куҫӗнчен тӳррӗн пӑхса. Итлӗр-ха, Гаррис, ҫак вӑрҫӑра Англи хӑйӗн мӗнпур пахалӑхне ҫухатрӗ, ҫӗнтерӳ ӑна нимле ырлӑх та кӳрес ҫук. Ҫапла вӗт? Манӑн ӑнланассӑм килет! Тепӗр шӑпчӑкӗ тата ҫав тери хурлӑхлӑ та ҫепӗҫ… питӗ хурлӑхлӑ юрлать. — Джемма, ан килӗшӗр! — Ан та калаҫ! Нивушлӗ эсӗ ҫак ӗҫе юратмалла ӗҫ тесшӗн? Попугай Тӑсланкӑ Джонӑн хулпуҫҫийӗ ҫине ларнӑ та, тӗкӗсене сӑмсипе тасатать. Эпӗ тата хаклаҫса та тӑмӑп. Аслӑ юратӑвӑн виҫи пӗртен пӗрре пулать — кирлӗ чухне хӑвна та хӗрхенсе тӑмастӑн. Ирсенче, шӑнкӑрав шанкӑртаттариччен пӗр минут маларах, хыттӑн автан авӑтса илет. Мӗн, ҫапла мар-им? Бейпе юнашар, старике мӗн кирлӗ таран йӑпатма пултартӑр тесе, Дамянчо Григорова лартрӗҫ. Ҫак вӑхӑтра Иван Данилович яланхи пекех васкавлӑн, вӗттӗн пусса утса кӗчӗ, кӗчӗ те сасартӑк пӳлӗм варринче чарӑнса тӑрса, аллисене хӑвӑрт кӑна кӗсйисене чиксе, пӑшӑрханса:— Паҫӑрах-и? — тесе ыйтрӗ васкавлӑн. Фома, унӑн сӳпӗлтетӗвне итлесе, полицмейстерпа тӑрӑшуллӑн калаҫса ларакан патронесса ҫине пӑха-пӑха илнӗ, вӑл, апата пикенсех ҫиенҫи пулса, Ухтищев сӑмахӗсем ҫине ӗнерлесе ҫеҫ ответленӗ тата апат часрах иртсе каясса кӗтнӗ. — Чим-ха, кӗнеке хурчӗ, куҫусем сиксе тухӗҫ-ха, суккӑр пулӑн! Гриша Трофимов ку. Ҫапах та, кунта йытӑ ҫынсем хушнипе саспаллисенчен тӗрлӗ сӑмахсем майлаштармасть-ҫке: вӑл икӗ саспаллие ҫеҫ суйласа илет, кашнинчех ҫавсене кӑна. Вӑл, эрехне тӑкас марччӗ тесе, стопкӑна хуллен ҫеҫ ҫӗклерӗ те, ӗҫсе ярса, васкамасӑр уссине шӑлкаласа илчӗ. Мӗне кирлӗ мана сан шӑхличӳ? Егильдеевӑра чарӑнса тӑтӑм, илтнӗ-и Егильдеево ҫинчен? Ман асатте яланах ҫапла тӑватчӗ. Манӑн — аяккинелле каймалла, — илтрӗ Воропаев юлашкинчен; пӗрле пыракан юлташӗн ҫӑмӑл алли ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ. Таля малалла калать: — Троцкистсем парти дисциплинине пӑснине кӑтартакан лайӑх тӗслӗх вӑл акӑ, Дубава та пулма пултарать. Лукашка сайра хутра ҫырма ҫине тата уйӑхӑн хӑюсӑр ҫутинче шывран аран ҫеҫ уйрӑлса тӑракан инҫетри ҫыран ҫине пӑхкаласа чеченецсем ҫинчен шухӑшлама та пӑрахрӗ ӗнтӗ, юлташӗсене вӑратма тата станицӑна кайма вӑхӑт ҫитессе анчах кӗтет вӑл. Ҫакӑн пек чухне ӗне виллисем патне хирте пурӑнакан таврари пур ехусем те кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пухӑнаҫҫӗ, ӗне виллисене вӗсем ҫӑткӑнланса ҫиме тытӑнаҫҫӗ. — Тасал! Шухӑшпа вӑл яланхи мораль законӗ хушнинчен те каҫса кайнӑ, анчах ун чухне те унӑн юнӗ хӑйӗн илемлӗ те яштака, лӑпкӑ ӳтӗнче халичченхи пекех хуллен чупнӑ. Тапӑнакансен ахаль те нумай ҫын вилсе выртнӑ ӗнтӗ. — Атьӑр-ха, лайӑхрах кайса курар эпир ӑна. — Пирӗн. Лушка юбкине кӑмӑлсӑр, аран-аран тӑхӑнчӗ, тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне пуҫтарчӗ, кӗтмен ҫӗртен ҫав тери салхуллӑ сасӑпа хушса хучӗ: — Кичем мана санпа, ленчешке матрос! — Пӗлӗс килет-и, доктор, — терӗм эпӗ ӑна, — эпӗ сире чунӑма уҫса пама пултаратӑп… Вӗсем пӳрте пырса кӗнӗ ҫӗре, чӑнах та, пурте хатӗр пулчӗ. «Истребитель», сывлӑш хуҫи, вакка ӳкнӗ чечек пек сиккелет… Каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те урам пуш-пушӑ иккенне тинех асӑрхарӗ, ниҫта та пӗр чӗрӗ чун та ҫук… Роменра та пулнӑ, Симбирска та кайса курнӑ — илемлӗ хула, ылттӑн тӑрӑллӑ Мускавра та пулнӑ; тулӑх Ока ҫинче те, кӑвак Цна ҫинче те, кӑвак аннем Атӑл ҫинче те пулнӑ; нумай ҫын курнӑ, ырӑ хресченсене те курнӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ хуласенче те пулнӑ… Анчах вӗсем хӑйсем ҫеҫ ӳкмерӗҫ, — хӑрӑлтӑк сасӑпа кӑшкӑрса, боцман та аллинчи вантӑна ячӗ, пуҫӗпе аялалла тӳрех шыва сирпӗтсе чӑмрӗ. — Юрать, ташла, тӑхлачӑ, эпир Волынцевӑпа кунтан ҫапах та каятпӑр. Ӑҫта сӗкӗнетӗр? Эпӗ кафене кӗтӗм те мороженӑй илсе ҫирӗм. Аслӑ хӗрарӑм вӑл, Алексей Вениаминович. Володя, Ивинсем, ҫамрӑк князь, эпӗ — пурте Соньӑна юратса пӑрахрӑмӑр, пусма ҫинче тӑрса, ӑна куҫпа пӑхса ӑсатрӑмӑр. Эпир лайӑх паратпӑр. Анчах Ривэра ҫакӑнпа усӑ курайман. — Пӑрах, тархасшӑн… — тенӗ Люба, ҫамкине илемсӗррӗн пӗркелесе. Пысӑк ҫӑм миххисем тиенӗ лавсем пурте ҫӳллӗ те кӑпӑш туйӑнаҫҫӗ, лашисем — пӗчӗк те кӗске ураллӑ пек. Анчах та эпӗ калаҫма чарӑнтӑм ӗнтӗ. Мӗн тума кирлӗ упӑшки? — Полкри чи лайӑх офицерсенчен пӗри, ватӑ служака — хӑвӑр вара ҫамрӑксене йӑлтах пӑсса янӑ. Ну, чӑх-чӗп суткалӑп, кӑвакалсене станцӑна кайса леҫӗп, вара тата мӗн чухлӗ те пулин тупӑш илӗп! Вӗсенчен пӗри, сӑнран пӑхма вунтӑваттӑсенчи хӗрача, паж евӗр тӑхӑннӑскер, урисенче кӗрен трикоччӗ, Бег-Агамалов чӗркуҫҫийӗ ҫине ларнӑ та ун аксельбанчӗсен шнурӗсемпе вылять. Ваҫили Андрейч пӳртум патнелле такам лашапа пынине илтет пек, «Вӑл пулӗ», — тет. Тӑватӑ лаша тупмалла пулчӗ, — иккӗшне утланса пыма пиччепе мана валли, иккӗшне — пирӗн япаласене тиеме, Ганс, ҫӳреме хӑнӑхнӑскер, ҫуранах пыма килӗшрӗ. — Майӗпенрех илтӗнет пек… — Ҫапла, мана та! — терӗ Самойлов салхуллӑн. Полици ҫӳрет… Эсӗ мӗнле шутлатӑн? Аялта, шыв хӗрринче, хуллентерех кӑшкӑрчӗҫ: — Атьӑр, ан хӑрар! Тарас пӑшалӗпе печӗ. Ҫук, чӑтма ҫук кӑна! — терӗ Гальцин, салтак пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр калаҫнине кура пӑшӑрханса, — епле намӑс мар сире! — тепӗр хут каларӗ вӑл, ҫурӑмне салтак еннелле туса. — О! чӑтма ҫук халӑх вӑл! пӗлместӗр-ха эсир вӗсене, — ҫийӗнчех хушса хучӗ Непшитшетски поручик, — калам-ха эпе сире, вӑл ҫынсенчен эсир мӑнаҫлӑхпа патриотизм е сисӗм-туйӑм таврашне ан та ыйтӑр луччӗ. Пӑхӑр-ха вӑт эсир ав ҫав, кунталла килекен ушкӑнсем ҫине, вӗт вӗсем хушшинче вуннӑмӗш пайӗ те аманман, йӑлт ассистентсем, ҫапӑҫуран тарса пултӑр вӗсене. Путсӗр халӑх! — Намӑс апла хӑтланма, атьсемӗр, намӑс! Хамӑр траншейӑна пама! — хушса хучӗ вӑл, салтаксем патнелле ҫаврӑнса. Тӳшекӗ вӗсен — симӗс курӑк, ҫивиттийӗ — кедрсем, стенисем — кипариссем. Акӑ мӗншӗн его величество сирӗн хӑюлӑхпа хӑват ҫине шанса, сире хамӑр ӗҫсем епле тӑни ҫинчен чӑннипе каласа пӗлтерме хушрӗ мана», терӗ. — Йок, кирлӗ мар, — терӗ Казбич лӑпкӑн. — Мӗн, матка кӑмӑлна кайрӗ-им? — кулкаласа каланӑ Маякин, хӑйӗн чее те пӗчӗк куҫӗсемпе Фомана хыпаласа. Хальхи вӑхӑтра утравсенче пурӑнакансем тӑхӑрвунӑ пине ҫитсе пыраҫҫӗ, вӗсенчен вӑтӑр пинӗ ҫар ҫыннисем пулса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫӗре хапсӑнакансен нумайччен кӗрешмелле пулать-ха. Анчах вӑл ҫеҫ те мар. Туршӑн та, ватӑлнӑҫем пачах ухмахланса пыратӑп… Ҫавӑн пек пӗр айлӑмра хайхи эпир ҫырса кӑтартнӑ чаплах мар кил-ҫурт ларнӑ, ӑна пӗтӗмпех ешӗл курӑк-хупласа илнӗ. — Эпӗ, ачам, пуринчен ытла ухмахлӑхран хӑратӑп, — тесе, лӑпкӑн наркӑмӑшласа ответленӗ Маякин. Анчах курсант темшӗн кабинӑра чылай вӑхӑт тӑрмашрӗ, унтан вӑраххӑн тухрӗ те, самолёт ҫунатти патне ларчӗ. — Апла-тӑк, тӗрӗссипе каласан, эсӗ Художество академине кайнинчен тӗлӗнсе, чӑннипех те, тӗлӗнсе каймалла. Аркадий Павлыч вӗсен ӗнсисем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илчӗ, пуҫне каҫӑртрӗ те урисене кӑштах тармакларӗ. Шырлӑхлӑ Олла шӗвӗр ҫурлине кӑнтарса шума пуҫларӗ. Ӑна тинӗс ҫинченех шуса иртекен темиҫе хура пӗлӗт катрамкки хупӑрласа хунӑ. Вӑл чул пекех туйӑнать. — Ганс йӑнӑш калать, — терӗм эпӗ ура ҫине тӑрса. Вӑл чухласа илчӗ: хӑйсем йӗрлесе пынӑ хӗрӗх тӑватӑ кустӑрма йӗрри хӑйсен обоз йӗрриех пулчӗ иккен. — Хӳтлӗхсем патӗнче хаплаткалама тытӑнчӗҫ пулас. Сасартӑк вӑл хӑйне ҫур сӑмах ҫинче пӳлчӗ те:— Гриша сухал ӳстерни ҫинчен эсир чӑнласах каларӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Ҫунса кайнӑ прери Испанецсен авалхи хулинчен Сан-Актониоран кӑнтӑр еннелле, Техасӑн тем пысӑкӑш тӳремӗ тӗлӗнче, кӑнтӑрлахи хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ. Хутран-ситрен алӑк хыҫне пытанатӑп та, хӗрсен пӳлӗмӗнче тапранакан ҫуйхашӑва ӑмсанса та кӗвӗҫсе итлетӗп, вара ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ: эпӗ, ҫӳле хӑпарса, Володя пекех Машӑна чуптуса илме хӑтлансан, мӗн курма лекӗ-ши мана? Ҫапла кӑшкӑрни ӗҫе татса пачӗ, часах баррикада пушанса юлчӗ; ӑна сыхлакансем, хӑратса пӑрахнӑ кайӑксем пекех, пусма патне ыткӑнчӗҫ. Маркиз таракансене хавхалантарать. Хыпара вӗҫен кайӑксем сараҫҫӗ, вӗсемсӗр пулма пултараймасть, тесе шухӑшлама та пулнӑ. Таҫта ҫывӑхрах лаборатори пур пулас, кӑна вара пӳртре ырӑ мар шӑршӑранах чухласа илетӗн. Кайӑр пурте килӗрсене. — Ӗмӗрлӗхех вилнӗ ҫав, — тепӗр хут та салхуллӑн каласа хучӗ Огнянов. Анчах ҫак пин ҫул — манӑн сӗм тӗттӗмлӗхре вӗҫекен виле ӳтӗм! Лятьевский хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ: — «Тупнӑ» тени — ытла ҫемҫен калани пулать, Половцев господин. Пуян казаксен ывӑлӗсем ун чух Корольковски заводран ҫӗршер тенкӗ парса туяннӑ урхамахӗсемпе, Провальйӑран илсе килнӗ ӑратлӑ ӑйӑрӗсемпе, хаклӑ йӗнерӗсемпе, кӗмӗл эрешлӗ йӗвенӗсемпе, вӗр-ҫӗнӗ кӗпи-тумтирӗсемпе вӗҫкӗнленсе ҫӳренӗ, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла чуптарнӑ… Сӑн-пичӗ унӑн ыйткалаканӑнни пек пулнӑ; ряси хӗвелпе ҫунса тӗсне ҫухатнӑ, клобукӗ кивӗ шуҫ витре тӗслӗ пулса кайнӑ, аттин кӗллисем чалӑшнӑ. Ҫак решени тӑрӑх шыраса илекеннине те, ответ тытаканне те, закон хушнӑ пек, аппеляци йӗркипе малтанах пӗлтерес. Вӑл картлӑ-картлӑ бархатран ҫӗленӗ шурӑ жакетка тӑхӑннӑччӗ, ҫӳҫне, хӗрупраҫсем пекех, пуҫӗ тавра хӗреслетсе пуҫтарнӑччӗ. Ҫак сӑмахсене илтсен, хӑрушӑ ростовщик сӑнран улшӑнса кайнӑ. — Ҫук, ҫук… Кайран хуть мӗн пулсан та, эпӗ шеллемӗп. Кур-ха, вӑл, шуйттан ачи, хӑй патне яман ав, станичнӑй. Сахалтарах йӑтсассӑн — ҫӑмӑлтарах. Ывӑлӗ, пукан ҫине чӗркуҫленсе, чӳрече ҫине чавсаланнӑскер, тӗтӗмпе хупланнӑ хӗп-хӗрлӗ пӗлӗт ҫине пӑхса ларать; тӗттӗмленме пуҫланӑ пӗчӗк пӳлӗме тусан тулнӑ пек туйӑнать; стена ҫинче, пысӑк читлӗхре, пилеш кайӑкӗ тӑрмашать: ҫывӑрма хатӗрленсе, вӑл хӑйӗн сарӑ сӑмсине тасатать. Хӑй вӑл ӗнӗрленӗ кӑна тата чӗлӗм чӑпӑкӗн янтарлӑ вӗҫне ҫырткаланӑ, лайӑх винтласа лартнӑ-и тесе тӗрӗслесе пӑхнӑ пек, мӑйне пӳрнипе тытса пуҫне ҫавӑркаланӑ, тата сасартӑках, сарлака ҫӑварне карса, пӗр шавсӑр ахӑлтатса кулнӑ. Вӑл мана ҫаптарма хушрӗ. Ия, негра ҫаптарнӑ пек, тӗрме умӗнчех мана пушӑсемпе ҫаптарма хушрӗ. — Хӑш-пӗр чух ҫак чӗрчунсен ҫурӑмӗ ҫинче тӗрлӗрен кӑсӑклӑ хурт-кӑпшанкӑ тупаҫҫӗ, — палӑртса каларӗ Бенедикт пичче. Лиссабона эпир 1715-мӗш ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче ҫитрӗмӗр. Ҫил паруссене вӗрсе хӑпартрӗ. Ҫӗр каялла юлчӗ. Пирӗн таврари карапсем каялла кайма тытӑнчӗҫ. Эпӗ, пӗр сехет те пулин тӗлӗрсе илес тесе, койка ҫине выртичченех «Испаньола» Мул утравӗ патне каяс ҫулне пуҫларӗ. Ҫак кун апат мӗнле пулни ҫинчен каламалли те ҫук: Тимофеич шурӑмпуҫпех темӗнле черкасс ӗни ашӗ илме вӗҫтернӗ; староста шампа, кӑртӑш пулӑсем, раксем илме тепӗр енне кайса килнӗ; хӗрарӑмсем кӑмпашӑн кӑна 42 пус пӑхӑр укҫа илчӗҫ. Перт графствинчи Денди хулинче ҫуралса, пӗрмаях ҫавӑнта пурӑнаканскер, вӑл тӗп шотландец пулнӑ. Капора хыврӑм — халӗ вӑл мана ним тума та кирлӗ мар, пӑхма чӑрмантарать кӑна. Пӗчӗкҫӗ ҫын сылтӑм аллипе хӗвелтухӑҫне, сулахаййипе хӗвеланӑҫне кӑтартать. Ҫынсем аллисене сарса пӑрахса ман тавра выртатчӗҫ. Юлашкинчен, вӗсене ирӗке кӑларчӗҫ, — каретӑн чаршавӗсем патӗнчех палламан ҫын сасси илтӗнсе кайрӗ. Ҫапах та эпӗ уроксем пӗтсен аттӑма ҫутатрӑм, ҫӳҫӗме йӗпетсе турарӑм. Вӗсен чӗлхине пӗлнишӗн ку хутра Александра Ивановна ӳкӗнчӗ. Тепӗр вунпилӗк минутран ҫак япаласем ҫине кӗрт хӳсе кайрӗ, самолет айӗнчи ытти вырӑнсенче вара юр ҫаплах ҫилпеле вӗҫкелесе тӑчӗ. Его величество мана парнене аллӑ енчӗк укҫа (кашни енчӗкӗнче икшер ҫӗр спругчӗ) тата хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпех ӳкерттернӗ портретне пачӗ. Ку ҫӗршывра эпӗ пурӑна пуҫланӑранпа икӗ ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул пуҫламӑшӗнче корольпе майри королевствӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗсем патне ҫӳреме тухса кайрӗҫ. Вӗсемпе пӗрле Глюмдалькличпа иксӗмӗр те кайрӑмӑр. Атту вӗсем: пурне те — эпир тунӑ, эпир — хуҫасем! теҫҫӗ. (Йӗрӗнме май тупма тата йӗрӗннине палӑртма Ситников питӗ юратнӑ; темиҫе уйӑх иртсен, хӑйӗн арӑмӗ умӗнче вӑл Дурдолео-сова княжна пулнӑ пиркиех йӑпӑлтатмалла пулассине асра тытмасӑрах, хӗрарӑмсем ҫине уйрӑммӑнах тапӑннӑ.) Вӑйлӑ та чиперскер, ӑсран та катӑк марскер, — Игнат — кирек мӗнле ӗҫре те, кирек хӑҫан та ӑнӑҫу куракан ҫынсенчен пӗри пулнӑ. — Ну, мӗнле калаҫу пулма пултарать… Хӑвӑн пек правасӑр ҫыннах… Эсир ун пек калани вӑл тӳррӗн калас сӑмахран пӑрӑнни анчах пулать. (Эпӗ шансах тӑратӑп, ҫакӑнта асӑннисем пирки хам тӑван ҫӗршыва асра та тытманни ҫинчен вулакана каласа пама та кирлӗ мар пулӗ, тетӗп.) Ҫапӑҫу хирне вӑл тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ҫакӑнтах ӑна савӑнӑҫлӑ шухӑш килсе кӗчӗ: таҫта, ҫывӑхрах партизансем пулма кирлӗ! Вӑл Леноре фрау купца ӗҫне юратарах панинчен тӗлӗнмерӗ, — ӑна вӑл кӗтсех тӑнӑ; анчах Джемма та амӑшӗпе пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Унтан шыв лупашкине хулӑпа ҫӑт ҫапса илчӗ. — Епле? Ӑна ҫакӑнта хупса хутӑн-и? Мустанга илсе килекен ҫамрӑк ҫын. Грэй, мӗнле те пулин юрра шӑхӑрса яр-ха. Нимле сивӗсенчен хӑраман тата яланах чи малтан чечеке ларакан питӗ ҫирӗп те вӑйлӑ тата йӗркеллӗ улмуҫҫи. Кӗрӗкне вара пӗрне тӑхӑннӑччӗ, тепӗрне — сутмаллине — хӑй ҫине уртса янӑччӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Кольхаун ним те илтмест, курмасть, сисмест те. Вӗсем калаҫнӑ хыҫҫӑн пӗр сехет те иртмерӗ, литаврсем янӑраса та кайрӗҫ. Хӗвел ҫутти пулнӑ пулсассӑн, куҫпа пӑхсанах кипарисӗ курӑннӑ пулӗччӗ. Хам курайман хӗрарӑм намӑс курас пулсан та, ҫав вӑхӑтрах тата юратнӑ ҫын та пӗтме пултарать вӗт!» — тенӗ вӑл. — Эсӗ манӑн сотньӑра службӑра тӑнӑ, Лукич… Эпӗ ҫакна ҫеҫ курса ӗлкӗртӗм: пичче сулӑ ҫинче выртать, Ганс ҫаплах хӑйӗн вырӑнӗнче, сулӑ рулӗ патӗнчех, пӗтӗмпех электричествӑпа авӑрланса, хӑйӗнчен «вут кӑларса тӑрать». Питӗ калас килет! Ах, — кун ҫинчен калама та намӑс, — анчах эпир, хӗрарӑмсем, хамӑр тӗлӗшпе тунӑ пӗрремӗш пусахлӑва нихӑҫан та манмастпӑр. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех юлашкисем те кӗреҫҫӗ. «Питӗ лайӑх пӗлетӗп, кирлӗ пулсан, сире те вӗрентӗп. Е вӑл темиҫе хут тӑтӑшшӑн, анчах кашнинчех ҫӗнӗ вӑйпа та урӑх сасӑпа ҫине-ҫинех турӑ ҫырлах текелерӗ, е тата: каҫар мана, турӑҫӑм, вӗрент мана мӗн тумаллине… вӗрент мана мӗн тумаллине, турӑҫӑм! тесе, хӑйӗн сӑмахӗсене хирӗҫ халех кам та пулин ответ парасса кӗтнӗ пек кӗлтурӗ; е тата хурлӑхлӑн ӗсӗклесе йӗни кӑна илтӗнчӗ… Вӑл усал чеелӗх ҫеҫ пулма пултарать, — ҫавӑн пек ӑнлантарса панӑ Луиза Морис хӑйне хӑй мӗнле тытнине. Эпир Ленинградра курнӑҫкаланӑ, хам учлет пулнӑ чух. Ольховкӑна ҫитсе кӗрсен, нимӗҫсене ялти шӑплӑх тӗлӗнтерчӗ. Юргинӑн шинель ҫухи кӗтессисенче яланах виҫкӗтеслӗхсем пулнӑ пулсан, халь вӗсен вырӑнӗнче хӗп-хӗрлӗ кубиксем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ . Тӗрӗс калатӑн-и? Ку кӗнекене вуласа тухсан, ман куҫа ирӗксӗрех ҫак ыйтусем тухса тӑчӗҫ: мӗншӗн ҫынсен ӳкет сӑмахӗсем ҫырас килни тата стихийӑсемпе кӗрешес ӗҫре хӑйсем халсӑрри ҫине тарӑхассипе ӳпкелешесси ҫав тери вӑйланса каять? Николай, шухӑша кайса:— Пирӗн унта Рыбина тытса кайни ҫинчен ҫырнӑ листовкӑна мӗнле те пулин хӑвӑртрах ярасчӗ! — терӗ. Пӑван пӗтӗм ӗҫе июнь уйӑхӗн варринче туса ҫитересшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа та Доминикино калама ҫук хытӑ пӑшӑрханнӑ. — Пӑхсамӑр, ҫук, пӑхсамӑр ҫеҫ эсир, мӗнешкел хитре, мӗнешкел астармӑшла та илӗртмӗшле вӑл пурнӑҫ! — аллисене хӑй тавра анлӑн сарӑлтарса хурса, кӑшкӑрса ячӗ Назанский. Чул ещӗкре, лутра та йывӑр, хӑрӑмлӑ та эрешмен картиллӗ мачча айӗнче пурӑнма тӑвӑрччӗ пире, пӑчӑччӗ Пӑнтӑхса, пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ стенасен ӑшӗнче асапчӗ, йывӑрччӗ пире… Ытах та турӑ этеме хӑйӗн сӑнарлӑ, хӑйӗн евӗрлӗ тунӑ тетпӗр пулсан, этем те влаҫа хапсӑнать… Питех те тискер ӑссӑрлӑх. Ҫак сӑмах хыҫҫӑн хуҫапа унӑн арӑмӗ тата вунтӑхӑр ачи пурте йӗркипе ырӑ сунса саламларӗҫ те хӑнана лӑпкӑн, пӗринчен тепӗри хӗрӳллех мар чуптурӗҫ. Унӑн пит шӑммисем сиккелесе илчӗҫ, сухалӗ кӑкри ҫине пӗрчӗн-пӗрчӗн юхса аннӑ пек чӗтреме тытӑнчӗ, вӑл куҫӗсене хӗссе, пуҫне сулкаласа пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ. Хытӑ кӑшкӑракан хавас ушкӑн тӗмсем хушшине кӗрсе сапаланса кайнине маркиз курчӗ. Унӑн самолёчӗ халь арканнӑ йӑви ҫинче ӑҫта ларасса пӗлмесӗр вӗҫекен кайӑк пекех туйӑннӑ. — Ҫук, мӗн вокзалӗ пултӑр унта, — йӳҫенкӗ шанӑҫсӑрлӑхпа пӑшӑлтатрӗ Ромашов. Ун ҫулӗ ҫинчен пӑрӑнса, Макар, ӑна хирӗҫ ним чӗнмесӗр, хутор тӑрӑх юрттарса кайрӗ, аслӑ урама тухрӗ. Чансем хуллен те вӑрӑммӑн янӑраса каяҫҫӗ, вӑл янӑранинче тата темӗнле ӑнланмаллах мар кӗвве е пӑхӑр тарӑннӑн ахлатнӑ сасса хӑлха уйӑрса илет. Майӗ ҫукчӗ те чӑтасса, анчах ҫӗр ҫине анса ҫитес чух хама хам тытма пултартӑм. Пытарас умӗн, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, манӑн ҫывӑрас килчӗ те, Наталья Савишнӑн мамӑк тӳшекӗ ҫине, мамӑк пустарса ҫӗлетнӗ ӑшӑ утиял айне выртма ӗмӗтленсе, унӑн пӳлӗмне кайрӑм. Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫырура карап пурнӑҫӗ, вӑл ҫурҫӗрелле ерипен куҫса пыни ҫинчен ҫырнине каласа пӗлтертӗм. Вӑл вырӑн инҫех мар пулма кирлӗ. Сцена патне упа ҫури майлӑ, хӑнчӑртарах куҫлӑ Миша Левчуков утса пычӗ. Ну, атьӑр ӗнтӗ малалла! Анчах мӗнле?.. Унта хӗрӳ вут кӑварланса ҫунать, вут ҫинче тутлӑ какай татӑкӗсем ӑшаланаҫҫӗ. Анчах та ҫук, вӑл хӑй те чӑтма ҫук асапланнӑ, ачасен чир-чӗрӗшӗн, вӗсен сывлӑхӗшӗн пӗр вӗҫсӗр пӑшӑрханнӑ. — Ну, Михайло Савельич, — тесе сӑмах хушрӑм эпӗ: — пулӑ тытрӑн-и? — Эй, хурланчӑк чун, ан ухмахлан! — Коммунист-и? — Австрали ҫыранне. Том хӑйӗн кӗнеки ҫине чернил тӑкман тесе темӗн пек ӗнентерсе каласан та, ҫапах та ӑна нимӗн те пулӑшас ҫуккине Бекки аванах пӗлсе тӑчӗ. Чӑнах та ҫакӑн пек пулчӗ. Икӗ тавлӑк хушшинче эпӗ ӑна ӗҫне майлаштарса патӑм — тӗлӗнет квартальнӑй: ах, эсӗ ухмах, тӑмсай, тесе кӑшкӑрать. Юлашкинчен вара, ак ӗнтӗ тинех, ватӑ наставник ҫав ункӑна татма, тулашри таса сывлӑш юхӑмӗ палкаса кӗтӗр тесе теплица алӑкне уҫма шут тытнӑ вӑхӑт ҫитрӗ. — Эсир ывӑнмарӑр-и? — ыйтрӗ амӑшӗ Софьйӑран. Хамӑн вӗри аллӑмсемпе ирӗксӗрех ҫӗре сӗртӗнсе пӑхатӑп. Вара пӑхса тухрӗ те: сирӗн магазинсенче йӗрке ҫук, пысӑк ҫитменлӗхсем пур, ун ҫинчен манӑн пуҫлӑхсене каласа памалла пулать, тет. Инсаров ларчӗ, анчах диван ҫине мар, урайне, ун урисем патне вырнаҫрӗ. Яхта унчченхи ҫулӗпех пырать. Пӗчӗкҫеҫ палаткӑра сывлӑш уҫӑрах, шӑп. Эмел шӑрши пит кӗрет. Тепӗр тесен, Суворов памятникӗ умӗнчи тӑпра ҫине те кишӗрпе чӗкӗнтӗр акнӑ та, вӗсем ҫамрӑк тунисене парка ӳсмешкӗн унтан сипетлӗ вырӑн та тупас ҫук тейӗн — ҫавна курсан, тупатӑпах терӗм. Асӑрханмасӑр хӑтланни пулать ку! Манран ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗри ҫил вӗрнӗ чухнехи пек ӑшӑ персе тӑрать. Гусев килсе ҫитеймен-ха. — Хӑвӑрӑн тавӑрас кӑмӑлӑр пирки эсир пӗтӗм ӗҫе путлантарасшӑн-и?! Эпӗ ӑна кӑмӑлласа пӑрахрӑм. Ку вара ӑна та лӑплантарчӗ, унӑн чӗри шикленнине сирсе ячӗ. Йӗри-таврах, пурнӑҫ сӳннӗ пекех, хӑрушӑ, анчах та лӑпкӑ мар: хула ҫаплах-ха арканма чарӑнман. — Кайма пултаратӑр, — юрланӑ пек юри черченленсе тӑсрӗ хӗрарӑм. Пӑлхарӑн тӳрӗ чӗрине хӑпартлантаракан «чир» унран та сӗртӗнмесӗр иртсе кайма пултараймарӗ. Уэлдон миссис урӑх нимӗн те ыйтмарӗ. Вандом площадӗнче пӗр хӗрарӑм XIV Людовикӑн бронзӑран тунӑ статуйине, мӑйӗнчен вӗренпе кӑкарнӑ та, туртса антарнӑ чухне ун айне пулнӑ. Вӑл ҫӑвӑн пек Иудӑ сӑмахӗсене калать, манӑн вара чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, хам шухӑшлатӑп: «Эсӗ, йытӑ, ҫӗрле хӑв пулнӑ унта, Хопрова хӑв вӗлермен пулсан, унта хӑвпа пӗрле пӗр-пӗр усала ертсе пынӑ». — Мӗн тӑвӑпӑр-ха ӗнтӗ, Вениамин Петрович? — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн. Эмальпа чечеклесе тунӑ кӗмӗл сехетне аран-аран туртса кӑларнӑ та пӑха пуҫланӑ. Акӑ вӑл мӗне пӗлтерет «тягӑра тӑни». Кӗнекесем ҫинче ҫырни пур: Египетра ҫулталӑкне икӗ хутчен тырӑ туса илеҫҫӗ имӗш, анчах Гремячий Лог хуторӗ вӑл, Давыдов юлташ, сире валли Египет мар ҫав, кунта акмалли вӑхӑтсене питӗ ҫирӗп тытса пымалла! — «Чаплинӑна, вунӑ ҫухрӑма мӗн тума сӗтӗрӗнсе каймалла-ха санӑн?» Тускубӑн тискер-урмӑш сасси мӗкӗрсе ячӗ: — Эсӗ суятӑн! Чухӑн пулсан — начар эппин! Х-халӑх… Ҫулҫӳревҫӗ тимлӗн итлет. Хупах хуҫи малалла калать: — Пӗри ҫамрӑк, тепри ватӑ. «Улла, улла…» — вут-ҫулӑма ункӑласа шӑппӑн ӳлеме тытӑнчӗҫ марсиансем. Вӗсен мамӑк пек ҫемҫе те ҫӑмӑл картлӑ-картлӑ хӗррисем кашни самантрах, ерипен пулин те, палӑрмаллах улшӑнса пыраҫҫӗ: вӗсем, ҫав пӗлӗтсем, ирӗлеҫҫӗ, вӗсенчен сулхӑн ӳкмест. Акӑ вӑл ӑна ыранах курать те, вара ӗлӗкхи кӑмӑла ҫӗклентерсе яракан лайӑх туслӑ пурӑнӑҫ каллех ҫавӑрӑнса килет. Мирон: поездсем таркӑн салтаксемпе лӑках тулнӑ, тет. — Яр-ха тархасшӑн. Вӑл хӑй те, унӑн кил-ҫурчӗ те тӗп вырӑнта тӑман, темелле. — О, Талькав! — тесе ячӗ Гленарван. Паттӑрлӑх та хастарлӑх тата хупах йӳҫҫийӗМана, ырӑ ҫамрӑк каччӑна,Кунта илсе ҫитерчӗҫ. Князь хӑй патне пырса ҫӳреме тытӑннипе Кирила Петрович питех те кӑмӑллӑ пулнӑ. Анчах Улӑп хӑй ҫинчен хыпар памарӗ. Вӗсем тӑнӑ та алла-аллӑн тытса утнӑ, анчах нимӗн шанчӑксӑрах утнӑ. Уйсем ҫинче ҫиҫӗм ҫиҫе-ҫиҫе илсе, пӗлӗте ҫурра таран ҫутатать, тӳпе тӑрӑх витӗр курӑнакан хӗрлӗрех ҫутӑ сарӑлса кайсан, уйӑх хӑравҫӑн кӑрт та кӑрт сиксе илнӗн туйӑнчӗ. Хӗвел анӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, хӗрлисен ҫӗр-шывӗнче, пысӑк иккӗмӗш хула — Птитлигуа — никӗслеҫҫӗ. Инҫетрен чарӑнма пӗлмен пӗчӗк шывӑн шавӗ илтӗнет, вӑл нӳрлӗн, сиввӗн сывлани сисӗнет. — «Совет Арктикинче» пулнӑ пек астӑватӑп. Хӑйӗн сӑранланса хытса ларнӑ шлафрокне икӗ пӳрнепе хырӑмӗ ҫинче тытса, чӗлӗм туртса, вӑл Базарова киленсех итленӗ; унӑн сӑмахӗсенче ҫилӗ мӗн тери ытларах пулнӑ, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑрах, пӗтӗм хура шӑлӗсене кӑтартсах ахӑлтатнӑ телейлӗ ашшӗ. Анчах Банник, нимӗн те асӑрхаман пекех, шултӑра сайра шӑлӗсене кӑтартса, ҫав-ҫавах шӑппӑн йӑл кулса ларать, сасси кӑна унӑн кӳреннипе тата тӳсейми ҫилленнипе чӗтренсе илчӗ: — Тырра пуҫтарса илетӗр те, унтан вара, ӑна пӑрахутсем ҫине тиесе, ют ҫӗршывсене ӑсататӑр-и? Аҫу мӗн калӗ, мӗн тейӗ тата аннӳ? — Анчах вӑхӑта сая яма юрамасть, мӗн те пулин тумаллах! — тесе ура ҫине сиксе тӑрсан, хӑй умӗнче записка тытса тӑракан Панталеонене курчӗ. Вӑл кӑшт ҫеҫ палӑрмалла улшӑнса тӑни океан поэзине тупма пултаракан ҫынсене савӑнтарса килентерет. Ҫук. — Георгий, мӗн пулнӑ сана? Сӗм-инкек тӳснӗ халӑх вун кун хушшинче Вун ӗмӗр пурӑнмалӑх ӳссе ҫитӗнчӗ. Сасартӑк унӑн сӑн-пичӗ улшӑнса кайрӗ те, Аркадий енне ҫавӑрӑнса именчӗклӗн: «Одинцова килчӗ», — терӗ. Малтанах эпӗ таврари тӗттӗмлӗхрен те хурарах паллӑ асӑрхарӑм. Унтан корпуспа мачта кӗлеткисене палласа илтӗм. Эпӗ мӗн тери инҫерех кайнӑ май, отлив мана хытӑран хытӑ илсе пынипе, тепӗр самантранах якорь каначӗ патне ҫитсе унран ярса тытрӑм. Ун чух вара пӗтӗмпех манӑп та, манӑн чӗре, аманнӑ мӗскӗн чӗре, тинех лӑпланӗ. Ах, пӗтерет выльӑха! — Ав ӑҫталла пӑрса ярать вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ Серафим, хӑйне чӗркуҫҫинчен ывӑҫ тупанӗпе ҫапса. Джим кӗпине эпӗ улӑм чышса тултаратӑп та кравать ҫине хуратӑп, ку ӗнтӗ унӑн ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑ амӑшӗ пулать. Джим хӑй манӑн кӗпене тӑхӑнать, эпир вара пурте пӗрле ют вырӑна тухса каятпӑр. Анчах леш тӗнчере мана ан ӳпкелӗр… Эпӗ пыма пултӑм та ҫав кунах вӑл хваттере йышӑнма ҫын ятӑм. — Каятӑпах, темле пулсан та. Юрать, кунта лекрӗмӗр-ха, апат ҫителӗклӗ, пурнӑҫ ирӗк. Ҫитӗ сире, герцог, аллуна парӑр, туслашар! Ҫав самантрах Арчаковский, кӗлӗ йӗркине кирек мӗнле тияккӑнран та каях мар пӗлекенскер, кӑшкӑрӑва ҫӗклеттерсе те ячӗ: — Пурсӑмӑр та пӗтӗм чӗрӗмӗртен сумлатпӑр… Ҫакнашкал туса ирттерчӗҫ вӗсем пӗтӗм панихида службине. Ҫемҫе тенкел хыҫне таянса, вӑл сигара туртса ларать; ун ҫинче ҫаплах турра кӗлтума каякан старик тумтирӗ, анчах парикпа сухал юнашар йӑваланса выртаҫҫӗ. Озеров вӗсем хыҫҫӑн хыттӑн утрӗ, сайра-хутра автоматне ҫӳлелле ҫӗклесе тыткаларӗ: — Малалла! Волошин майора пытаракан салтаксем каҫса пӗтсен, Озеров капитан ыйтса пӗлчӗ: — Халь пурте-и? — терӗ вӑл. Тата хуҫа хӑй таврашӗнчи ытлашши япаласене пӗрмай нумайлатса, кладовойран ҫын япалисене вӑрлани йӗрӗнмелле туйӑнатчӗ. Сен-Жером, — терӗ вӑл малалла кашни сӑмахне тӑсса, — эпӗ ыйтнипе сире вӗрентсе ӳстерме килӗшнӗскер, халь ман ҫуртра урӑх пурӑнасшӑн мар. Эпӗ… эпӗ… мана ним те тӳлемен. — Эй, савниҫӗм, савниҫӗм, сансӑр мана кичем-ҫке…— юрланӑ Саша, хӑйӗн умӗнчи стена ҫинелле пӑхса. Конечно, паллах: дисциплина чи малта пулмалла, анчах ӗлӗкхи камрад патне ҫапла ҫыраҫҫӗ-и?.. (Ҫӗпре тӗслӗ жилет тата ула-чӑла шӑлавар тӑхӑннӑ типшӗм писӑр ҫак сӑмахсене, малтан мӑйне тӑсса, унтан каллех хӑй вырӑнне вырнаҫтарса, каларӗ.) — Мӗн пурнӑҫӗ ку? Вӑт ҫапла килсе тухрӗ те унӑн, ылханлӑ сӗтӗрӗнчӗкӗн, пурнӑҫӗ… — Мӗне кирлӗ ку сана? Иккӗмӗш талӑк ӗнтӗ пӗр вунӑ баллӑ норд-ост вӗрет, ҫул йывӑр пулать пулмалла, ҫавӑнпа та пассажирсем ытла йышлах мар. Часах вӑл тип вар тӗпнелле анчӗ, ун ҫыранне лутра мӑйӑр йывӑҫҫисем хупӑрлатчӗҫ, Огнянов сӗм чӑтлӑха кӗрсе пытанчӗ. — Сунара илсе кайӑп сана, пулӑ тытма вӗрентӗп, чеченецсене кӑтартӑп, чун савни кирлӗ пулсан, ӑна та тупса парӑп, Ак, мӗнле ҫын эпӗ!.. Вӑл чӑнах та, Томас каларӗш, типӗ тытма ытла та тӑрӑшнӑ. Хӑйне ҫавӑн пек асаплантарни, ӑна хӑватлӑ эрех пек пуҫне ҫавӑрнӑ. Татах тепре ҫапӑҫса пӑхар! Унтан, юнкун, 15-мӗш числара, эпир ҫӗр айӗнче ҫитмӗл километр тарӑнӑшӗнче, Снеффельс тӑвӗнчен 200 километр аялта пултӑмӑр. — Эсир иккӗмӗш хут та сывлӑшалла перетӗр-и? — ыйтрӗ каллех Санин. Хӑла лаша пуҫне уха-уха утнӑҫем малалла васкать, хуҫи ҫине хӑяккӑн кӑна пӑхкаласа пырать. Нумайӑшӗ ҫавӑн пек выляҫҫӗ-ҫке. Уҫӑлнӑ куҫӑн хӗсӗк хушӑкӗ витӗр чи малтан пуҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗрлӗ шар курӑнса кайрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах ӑна темӗн хураскер хупласа илчӗ, хура япала ун патне пӗшкӗнчӗ. — Документсен шухӑшне пӗлме пулать-ши? — ыйтрӗ Элен. Игнат, ахӑрнех, ачин кӑмӑлне куҫран пӑхсах туйса илнӗ пулас: вӑл хӑй вырӑнӗнчен вӑрт-варт сиксе тӑнӑ та, ачине алӑ ҫине илсе, кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн чӑмӑртанӑ. — Ан калаҫ хӑрамалли ҫинчен! — ыйтать Людмила! — Ҫухалнӑ пулсан, шырас пулать, — тенӗ кӗскен Миките, ҫуна ҫинчен аннӑ та, хайӗн клешче урисене ҫӑмӑллӑн пусса, юр тӑрӑх ута пуҫланӑ. — Питӗ шеп! — тенӗ, юлашкинчен, отец Алексей, хӗрсе кайнӑ старике мӗн ответлеме тата унӑн сӑмахне мӗнпе вӗҫлеме кирлине пӗлмесӗр. Старик кӳршӗ-староста хӑйӗн виҫҫӗмӗш ывӑлӗ ҫинчен каласа ларнӑ: ывӑлӗ ашшӗне праҫнике нимӗн те яман, арӑмне валли француз тутӑрне янӑ мӗн. Яков Лукич Островнов патне унӑн ӗлӗкхи сотеннӑй командирӗ пулнӑ есаул Половцев килнӗ каҫхине вӗсем нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Кулмасӑр, шӳт тумасӑр калаҫма пӗлместӗп эпӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫӑмӑлттай ҫын. Мӗн тӑхӑнма ӗлкӗрни хӑй ҫийӗнчех юлтӑр, — ҫӑва патне, ку тӗркине хӑвпа илсе тух. — Юратман! Эпӗ сана чӑнне калатӑп: упӑшкана эпӗ нихӑҫан сутман, сутасса та ӑна хам мӗншӗн те пулин парахичченех сутмӑп. Халь эсӗ манран мӗнле тарса хӑтӑлнине курӑпӑр ӗнтӗ! Вӑрҫӑ усси ытларах усал тунипе хакланать. Ун вӑйӗ халь хӑйне хирӗҫ кӗрешет. Куратӑр пуль, ҫӳппе-ҫаппа мӗн чул каять, кунта кашни кӗрепенки хаклӑ вӗт! — Эсӗ халех хулиганла ӳсетӗн пулсан, малашне мӗнле ҫын пулӑн? — терӗ амӑшӗ хуйхӑллӑн. Эпӗ пӳлӗме кӗтӗм, тӗттӗмре тусанланнӑ, сухал пуснӑ ҫынна куртӑм. — Юрамасть! — кӑшкӑрчӗ Ромашов. Черкасов движенийӗ ҫинчен мӗн те пулин. Эпӗ ӗҫмелли мӗншӗн илсе килменнине пӑхма кӑна тухнӑччӗ, кӗретӗп: ман савнӑ ҫыннӑм хӑй таврашӗнчи япаласене салатса тӑкнӑ та сирӗн аҫӑра шавах кӑчӑк туртать; леш ун патне пӗшкӗнет, анчах хӑйӗн шухӑшне калама вӑйӗ ҫитеймест пулас, тутине выляткаларӗ те каллех ахлатма пуҫларӗ: «Турӑҫӑм! Хуҫалӑхра ӗҫленӗ майӑн эпӗ хамӑн ӗлӗкхи шавлӑ та нимӗн шухӑшсӑр пурӑнӑҫа хуллен те пулин час-часах аса илкелеттӗм. Вӑтам шухӑшлӑ ҫынсем революци ӗҫӗнче сахал мар чӑрмантарса тӑнӑ. Хальхинче ҫапах та ӗҫ кӑштах урӑхларах тӑратчӗ пуль-ха…. — Тулалла, малалла, тытӑҫса ҫапӑҫма! Андрей, айӑпа кӗнӗ ҫын пек кулкаласа, ӑна ҫул паратчӗ те тарӑннӑн сывласа илетчӗ. Вӑл Ксавье де-Моктепэнӑн романӗ пулнӑччӗ, унӑн мӗнпур романӗсем пек вӑрӑмскерччӗ, ҫынсем тӗлӗшӗнчен тата пула-пула иртекен япаласем тӗлӗшӗнчен пит пуянскер, шутсӑр хӑвӑрт каякан, эпӗ пӗлнӗн пурӑнӑҫа кӑтартса параканскер. Вӑл ҫак хуларан кайнӑ депутаци мӗнле сумлӑ ӗҫ туни ҫинчен калама тытӑнчӗ, ҫав депутаци шутӗнчех хӑй те пулнӑ-ҫке. Сюжечӗ пуриншӗн те паллӑ. — Кам? Юлашки сӑмахӗсене Кольхаун хыттӑнах каланӑ та сехре хӑпнипе чӗлпӗре туртса лартнӑ, ун мустангӗ кӑштах икӗ ура ҫине тӑман. Ҫапах та, ҫавӑ ниме те пӗлтерме пултараймасть-ха. Унӑн ятне ҫак преступленипе ҫыхӑнтарма май паракан доказательство таврашӗ урӑх ҫук. Кук капитана ҫисе ярас теекен индеецсем пек, шартлатса ҫунакан вут ҫине пӗр чӗнмесӗр пӑхса тӑратпӑр. Шухӑшлама та ҫавах пӗлместӗп… — тесе пӗтернӗ Фома хӑйӗн сӑмахне, унтан, именсе, куҫхӳрипе кулса илнӗ. Луиза часах сунарҫӑпа сывпуллашса уйӑрӑлчӗ. Ача тимлесех итлетчӗ, куҫхаршисене пӗрӗнтеретчӗ, унӑн ҫамки ҫинче те ҫӳхе йӗрсем палӑра пуҫлатчӗҫ. Ыратакан урине пачах тапратма пулманнипе асапӗ тата ӳснӗ. Лаша мана Понте-Россо хапхи патӗнче ҫӗрле пӗр сехет тӗлӗнче кӗтсе тӑмалла. — Тьфу, вӑт телей ҫук! — тесе ятлаҫса илнӗ Ерофей Кузьмич, хӑй кӳреннине ҫемйинчен пытармасӑр. — Вӑл кӑмӑлсӑр пулса, тепӗр майлӑ ҫавӑрӑнса тӑчӗ. — Эсӗ ҫавӑн пек ирсӗрсемпе хӑтланатӑн-и, Шура? Ытла шӑрӑх мар пулсан вӑл ҫурӑмне хӗвел ҫинерех туса выртать те ниҫта та каясшӑн мар. Анчах вӑл Корчагинпа калаҫма хӑяймарӗ. Корчагин патне ҫамрӑксем ҫӳреме пуҫларӗҫ. Вӑл ҫиленсе хулӑм та кӑвак страницӑсене уҫкаласа пӑхать те, кӗнекене тӳшек айне чикет. Епле ҫатлаттарса хутӑр эсир ӑна! Вӑл саншӑн пит усӑллӑ пулӗ, ӗнентерсех калатӑп. Эсӗ тырра вут тивертнӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑрҫӑ! Зухин пирӗнпе пӗрле тухрӗ те, Оперовран пӗр тенкӗлӗх кӗмӗл укҫа кивҫен илсе, ҫӗр каҫмаллах таҫта хӑнана кайрӗ. — Полковниксем валли? Анчах ас тӑвӑр, эсир мана вӗлермесен, эпӗ сире пур пӗрех чӗрӗ хӑварас ҫук, чӑннипех калатӑп ҫакна. Хутран-ситрен Элен Мери Грантпа пӗр-ик сӑмах калаҫкаласа илет. Ҫак сасӑ уншӑн саспалли илме хушакан паллӑ пулнӑ. Мунито кубика илнӗ те малтанхипе юнашар лартнӑ. Тек пулас ҫук ку!» — кӑшкӑрса ятӑм, хама кӑкӑртан ҫапса, тӳррипе каласан, мӗн тек пулас ҫуккине хам та пӗлмерӗм. — Мӗнле аскӑнла кӑлтӑк? — терӗм эпӗ. — Пӗлетӗн-и, анне… — пуҫларӗ Марийка, хулпуҫҫи ҫинчи тутӑрне юсакаласа, — халь вӑл темшӗн, сивӗрен хӑрамасть пулин те, час-часах тутӑр пӗркенсе ҫӳрет. — Эпӗ Халл капитанпа калаҫасшӑн, вӑл ҫук пулсан — Хоуик боцманпа. Тӗтӗм кӗнипе вӗсен куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ, тахӑшӗ тарӑхнӑ сасӑпа ҫухӑрчӗ: — Саларан хӑваласа ярас пулать вӗсене! Вӑл ҫапла пулчӗ те, вӑл ҫапла пулни «Бедфорд» Сан-Франциско гавӑнне ҫитсе якӑр яма ӗлкӗричченех курӑнчӗ. Кил-йышӗ вара пысӑк. Тухтӑр алӑкран шакканӑ та хӑйне пытанса тӑма парӑр тесе йӑлӑннӑ. — Яков Лукич ура ҫине тӑчӗ, аллине тӗкӗр хыҫне чиксе хыпашларӗ, касса тикӗслетнӗ мӑйӑхӗ айӗн йӑл кулса, унтан хут тӗрки туртса кӑларчӗ. — Итле-ха, Эрхип, — терӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — путлӗ шухӑш мар ку санӑн. Директор мар вӑл, пӑкӑ. Полинӑн вӗри те нӳрӗ аллисене хӑйӗн мӑйӗ ҫинчен илсе, Яков шухӑша кайнӑ пек:— Кӑкӑрна хупла… Ҫав шурлӑх фабрика аллинче пулнӑ та, ҫӗнӗ директор, унтан усӑ илес тесе, ӑна типӗтме шут тытнӑ, ҫакӑнпа пӗрлех шурлӑхри торфа кӑларма ӗмӗтленнӗ. Унта ытлашши пӑта та тупаймӑн, вӑрҫӑ пурне те илчӗ, а вӗсем пур — лешне пар вӗсене, куна кӑларса хур… Амӑшне хӑйне кӑштах кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Инҫетре самолет курӑнать, ҫаксем пурте темле палланӑ фильмри кинокадра аса илтереҫҫӗ, ҫакӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, вӗлтлетсе куҫран ҫухалӗ тесе, хӑраса ӳкрӗм. Дик Сэнд Гаррис ҫине сиксе ларчӗ, ун пиҫиххийӗ ҫумӗнчи ҫӗҫҫипе кӑларса илчӗ те ӑна чӗри тӗлӗнчен чикрӗ. Эх, ӑнланмаҫҫӗ ҫакна господасем! — Мӗн пултӑр, хуторта пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗн ҫуррине пусса пӗтернӗ! Хӗвеланӑҫ енче, полк иртсе килнӗ ҫӗрте, пит хытӑ кӗрӗслетнӗ саса илтӗнчӗ, унтан тата тепре, тата тепре… — Ҫук, — терӗ ӑна хирӗҫ Нагульнов. Павкӑн урисем ҫӗре тивмеҫҫӗ, хӑлхисенче ҫил шӑхӑрать. Ҫав тӗлте пӗренерен тунӑ пӗчӗкрех сулӑ тӑнӑ, вӗсем ҫав сулла вӑрлама шут тытрӗҫ. Святой Патрик, каҫар мана, ҫылӑхлӑ ҫынна! Блефуску империне пырсан виҫӗ кунтанах эпӗ утравӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчи ҫыранӗ хӗррине пӑхса ҫӳреме кайрӑм. Ӗҫлекенсем патне виҫҫӗн пырса ҫитнӗ вӑхӑтра тарласа хӗрелнӗ Панкратов пуртӑпа шпал хумалли вырӑн хатӗрлесе тӑнӑ. — Салтак салтака шаннӑ пек. Хӗрӗ сыхлансарах амӑшӗ ҫине пӑхса илчӗ. — Илсе кайма ан парӑр, ачасем! — Эпир сире иксӗре те йӑтса пырӑпӑр! Эсӗ Гек вырӑнӗнче пулас пулсан, эсӗ нимӗн намӑса пӗлмесӗрех ту ҫинчен аяккалла шӑвӑнаттӑн, вӑрӑ-хурахсем ҫинчен никама та каласа кӑтартас ҫукчӗ. Рада пахча патнелле кайрӗ. Анчах Андрей сентре ҫинчен кӗнеке илчӗ те хуплашки ҫинчи саспаллине ҫӗҫӗ вӗҫӗпе кӑтартса:— Ку мӗн? — тесе ыйтрӗ. — Вӑл, тенкелсем ҫинче ларакан ҫынсен чӗркуҫҫийӗсем хушшипе иртсе, тӳрех сӗтел патнелле утрӗ. Лӑпӑс-лӑпӑс вӗҫсе кайрӗ те — тӑррӑс! йывӑҫ ҫумне пырса ҫапӑнчӗ, ҫухӑрса ячӗ, темӗнле ху-урлӑхлӑн… — Тархасшӑн, сударыня, — ӗнентерчӗ хӑпма пӗлмен секретарь, — тӗнчери мӗнпур принчипессӑсем… Таврара мӗнпур кулӑшли, хавасли, шӳтли унӑн чӗри патне ҫитсех кайман; анчах уйрӑмах кӑнтӑр енчи ҫутҫанталӑкра илтӗнсе халӑх юррисенче палӑракан япаласенчен мӗн кӑна темӗнле тӗтреллӗ, ӑнланма ҫук салхуллӑ, мӗн сӑлтавсӑрах хуйӑха ярать, — ҫавсене унӑн чӗри питех те туллин туйса тӑнӑ. Джемма Пӑван ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. — Ҫапла, виҫҫӗмӗш хутӗнче те хӑрушӑ пулчӗ, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна, — анчах эпӗ сана ун ҫинчен каласшӑн мар. Вӗсем ҫав ҫын хӑйсен ялан пӗр пек кичем те тӗрӗс, йывӑр пулсан та лӑпкӑ пыракан пурнӑҫне пӑсакан япала пӑрахасран хӑранӑ пек пулаҫҫӗ. — Те ҫывӑраҫҫӗ, шуйттансем? — мӑкӑртатрӗ Челкаш, бортран усӑнса тӑракан темле вӗренсенчен багорпа ҫаклатса. Кашни малалли утӑм ҫакна ҫирӗплетсех пычӗ; эпӗ хамӑн савнӑ Гретхенӑма та тепӗр хут курап, тесе шухӑшланиех мана ҫӗнӗрен вӑй кӗрет. — Манӑн-и? Ӑспа виҫсе шайланнӑ сивӗ, сӳрӗклӗ пессимизма вӗсем патӗнче курма ҫук… Ӑна ячейка организацилес ӗҫ ҫине ҫакӑн пек пӑхни пӑлхантарать, ҫавӑнпа вӑл зал ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса тӑрать. Ҫапла яма Глюмдальклич пит туртӑнса тӑрса килӗшнине эпӗ нихҫан та манас ҫук. Вӑл темскер пуласса сиснӗ пекех куҫҫуль юхтарса нумайччен ӳкӗтлесе мана куҫ шарҫине сыхланӑ пек сыхлама хушрӗ. Ку пӑртак кулӑшла та, анчах чӑнах та ҫапла. Судьясем патнелле хӑяккӑн тӑрса, пуҫне вӗсем еннелле пӑрса, конторка ҫине чавсаланса, прокурор тарӑннӑн сывласа илчӗ те сылтӑм аллипе сывлӑшра хыттӑн сулкаласа калаҫма тытӑнчӗ. Нимех те мар, амӑшӗ! Рете тӑрӑр, юлташсем! Теме кирлӗ пулнӑ ют ҫынна, басурмана, ун пек ӗҫе тара тытма, улпутӑн хӑйӗн ҫыннисем ҫук пек! Савӑнӑҫлӑ йӑлкӑшакан хура куҫлӑ та хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ ҫамрӑк йӗкӗт, пӗр вунҫиччӗре пулӗ ӗнтӗ вӑл, диван ҫинчен яшт сиксе тӑчӗ те, куҫӗсене сӑтӑркаласа, пӳлӗм варрине чарӑнса тӑчӗ. «Икӗ михӗ пушӑ мар вӗт, сӗлӗпе, сыснана тата мантӑр-и?» Ҫук-и? — Ҫапла, ҫапла, — ответлерӗ старик, — вӑл куркана ӗҫсе ярӑпӑр эпир, — анчах эпӗ пурпӗрех ухмах! Вӗсем ҫав хӳмене тӗкӗнме, ӑна туйса тӑни ҫинчен пӗр-пӗрне каласа пама хӑюлӑх ҫитереймен; ҫав вӑхӑтрах, ҫапах та хӑйсенче темӗскер — пӗр-пӗрне ҫывӑхлатаканни, пӗрлештерекенни пуррине тӗтреллӗн ӑнланса, хӑйсен сӑмахне малалла тӑснӑ. Темиҫе ҫӗр тенкӗ ӗҫлесе илме пултараттӑм… — Хӑвӑрӑн чунӑр йывӑрлӑхӗсене унӑн престолӗ умне хурӑр, мӗншӗн тесен турӑ кӗнекинче ҫапла каланӑ: «Ҫӗмӗрсе аркатнӑ ҫыннӑн чӗрине пӑрса ан яр», — тенӗ. Каларӑм аттене, пирӗнпе атя, тесе, анчах старикӗн хӑйӗн ҫемьине пӑрахса кайма вӑй-халӗ ҫитмерӗ. — Эпир килнӗ ҫӗре ирхи апат сӗтел ҫинче пуласса шанатӑп. Кондрат йӑл кулса ячӗ те, тайкаланса пысӑк утӑмсемпе суха касси тӑрӑх утса кайрӗ. Тӗрӗссипе каласан, эсӗ, ват супнӑ, хӑвна тата хӑвӑн улпутна, ытти мана хирӗҫ пыракансемпе пӗрле, ҫакса вӗлерменшӗн, маншӑн тата ман йӗкӗтсемшӗн те ӗмӗр-ӗмӗр турра тав тумалла… Ҫурчӗ пӗр хутлӑскер, карлӑк тытса ҫавӑрнӑ лаптак тӑрӑллӑ — азотейӑллӑ. Кольхаун пӳлӗме пырса кӗнӗренпе пӗр сӑмах та чӗнмен. Петр Александрович Румянцев граф вӑрҫӑра ҫӗнтерӳсем тунине хисеплесе, ун ячӗпе памятник лартнӑ илемлӗ улӑх ҫумӗпе Марья Ивановна утса пынӑ. Сасартӑк, акӑлчан ӑратти пӗчӗк шурӑ йытӑ вӗрсе янӑ та ӑна хирӗҫ чупса пынӑ. Негр ҫеҫ вилчӗ. Унта, чӑн та, йытӑ пур. Люксем хупӑ пулнипе вӑл тул енне тухаймасть пуль. Эсӗ, Макар, ман ҫине пӑхса куҫусене ан мӑчлаттар! Эпӗ ҫулталӑкра пӗрре калатӑп, мана юрать. Юрату ҫинчен каласа панисем халиччен нихӑҫан та Луизӑна ҫавӑн чул телей паман. — Пӑх-ха, мӗнле кахал арӑм, те вилме выртнӑ; праҫнике тӗ кӗписене пуҫтарса кӳртмен, — тенӗ Миките, ҫакӑнса тӑракан кӗпесем ҫине пӑхса. Сӗтел ҫинче лампа, кӑмакана вӗри хутнӑ. Халӗ ӗнтӗ ҫав ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра никам та, нихҫан та текех аташса каяс ҫук. — Ӑна арестленӗ. — Анчах «Патагони» текен сӑмах хуть мӗнчул та пулин ӑнланакан ҫынна та малтанах куҫ тӗлне пулать вӗт. Эпӗ, сӑнавпа ҫав тери кӑсӑкланнӑскер, Олеся хама ҫурӑмран питӗ тӗсесе пӑхнине туйса, малалла утса кайрӑм. Ҫав Ваҫили Андрейч палланӑ Иссе ятлӑ мужик пулнӑ. Матроссем ун ҫине ҫав тери тинкерсе пӑхрӗҫ. Миките ӑна ырласа пуҫне сулкаланӑ та тилхепине юсама тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Ҫӗрӗн хӗвел тухӑҫ енче сфинкс ҫӗклесе лартаҫҫӗ; пӗр кӳлепере тӑватӑ хӑват — ҫывӑракан ӑслӑх-тӑнлӑх вӑрттӑнлӑхӗн палли-символӗ. Ҫук, вӑлта кантӑри чӗтренкелени сисӗнчӗ. Ун хыҫҫӑн пурте столовӑя кайрӗҫ. Ливрей тӑхӑннӑ ҫамрӑк казачок княжна ялан ларакан минтерсем сарнӑ креслине сӗтел ҫумӗнчен кӗмсӗртеттерсе сиктерчӗ, княжна ун ҫине ларчӗ, чей тултарса паракан Катя, гербпа сӑрланӑ чей чашкине ӑна малтан пачӗ. Ҫитӗнӳсене пула Макарӑн пуҫӗ ҫаврӑнса кайнӑччӗ, унпа пӗрлех пирӗн хамӑр пуҫсем те кӑштах ҫаврӑннӑ… Вӑл вӗрсе яма хатӗр… «Мӗншӗн апла: шуйттан пӗлет-и, тетӗр, Иван Никифорович?» Ун пек кансӗр вӑхӑтра Боримечкӑн паттӑр вӑй-халӗ шӑпах вырӑнлӑ. — Халех пӗлӗпӗр, Уэлдон миссис, — терӗ Дик. Унӑн юлташне вара эпӗ ӗмӗрӗмре те манас ҫук. Пӗрне пӗри хисеплесси вӗсен питӗ кӑткӑс иккен, ҫавӑ вара Николай Антоныча килӗшсех те каймасть. — Мантӑн-им манӑн ята? Йӗри-таврах хытхура ҫитӗнсе ларнӑ та мӗнпурне хупласа илнӗ. Сывлӑшри почта Тӗрлӗрен йышши спорта юратса, Луиза Пойндекстер ухӑран пеме те вӗреннӗ. Эсӗ ман умӑмра пит те айӑплӑ, — терӗ вӑл, малалла, — анчах эпӗ, санӑн ырӑ кӑмӑлна кура, хамӑн тӑшмансенчен пытанса ҫӳреме тивнӗ вӑхӑтра пулӑшнӑшӑн, каҫартӑм. Юлашкинчен тата, ватӑ негр пӗр йывӑҫ айӗнче йывӑҫ тӑлӑсемпе сӑнчӑрсене — вӗсене, тен, мӗнле те пулин тыткӑнран тарнӑ ҫын пӑрахса хӑварнӑ пулӗ — тупрӗ. Марьяна ача патнелле пӗшкӗнчӗ, куҫ хӳрипе Лукашка ҫине пӑхса илчӗ. Ҫакӑн вырӑнне вӗсем арена ҫине ҫапӑҫмалли костюмпа тухнӑ Деннине татах тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑннӑ. Тӑнлӑ-пуҫлӑскер те вӑр-вар ҫаврӑнкалаканскер, ҫивчӗскер, вӑл ҫав тери аван вестовой пулнӑ. — Намӑс курма тивет! Анчах вӗсем патне ҫитме ҫӑмӑлах мар, ҫапах та вӑл пиччӗшсем еннелле кайма хӑюлӑх ҫитерчӗ. Вӑл пушӑ, машина ҫаплах вӗҫет. Игнатӑн чӗри, темӗскере сиснӗ пек, йывӑррӑн хӗсӗнсе, хӑйӗн хаваслӑ таппине чакарнӑ.. Миргородра курьерски теекен ырхан лашасем тапранчӗҫ. Вӗсен урисем, кӑвак пылчӑк ӑшне путса пырса, хӑлхана чикес пек сас сараҫҫӗ. Пест ҫав тери хӑраса ӳкнине нимен те астуман: мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнине те, ӑҫта кайнине те, камне-мӗнне те, мӗн тума кайнине те. «Ма капла турӑр эсир? — Этем хӑйӗн амӑшне чунӗ тӗлӗшпе те тӑван теме пултарать пулсан — ку вӑл сайра килекен телей! Унтан вӑл хӑйпе тус пулнӑ фельдфебель вӗрентнӗ юрра юрларӗ: Тунтикун эп юратсаттӑм, Ытларикун асаплантӑм. Юнкун юрататӑп терӗм, Кӗҫнерникун ответ кӗтрӗм. Санпа пӗрле тата Юргин сержант пырать, унӑн алли ыратать, тӗттӗмре утма питех мар ӑна. Пусӑн шалти хӗрри тӑрӑх аялалла спиральленсе пӑрӑм пусма тӑсӑлать. — Полк ӑҫтарахра тӑрать халь? Тата, паллах, попечитель патне, ректор патне, профессорсем патне. — Нимех те мар. Кунта — пурӑнма тытӑннӑ вырӑнта, юнашар пускилсем пур ҫӗрте, кантрасем ҫинче ҫунӑ кӗпесем ҫакӑнса тӑракан вырӑнта, унӑн мӑнукӗ чупса ҫӳрекен ҫӗрте. Типӗтнӗ кактус кӗлечӗсем таҫта ҫунни пирки калаҫкалаҫҫӗ. Хӗр пӳртре чухне Оленин ӑна куҫӗпе асӑрхасах ларатчӗ, халь ӗнтӗ алӑк ҫине пӑхрӗ, кӗтрӗ, хӑйне Улита кинеми мӗн каланине нимӗн те ӑнланмарӗ. Париж пӑлханма тытӑнсанах Коммуна тупӑсемпе пенӗ, Епископат чан ҫапса халӑха ура ҫине тӑратнӑ. Ҫав хаяр аскӑнлӑхпа, тӗлсӗр асаплантарупа, ҫӗнтерекенсен ирсӗр мухтанчӑклӑхӗпе тулса ҫитнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен ман хуҫасем кӑнтӑрлахи апат, каҫхи чей тата каҫхи апат хушшинче тӗпӗ-йӗрӗпе сӳтсе яватчӗҫ. Шӑп та ӗнтӗ ҫав мӑнтӑркка пӗчӗк этемсем тӗп ҫылӑх тӑвакансем тата халӑха ҫыртакан чи усал кӑпшанкӑсем пулса тӑраҫҫӗ. — Ну, юрать, — хуллен мӑкӑртатрӗ те Гусев кимӗрен анчӗ, пиҫиххи хыҫне чукмарне хӗстерчӗ, Лося туртса кӑларчӗ. — Падре! Пӗчӗкҫеҫ тӑрпасӑр лампа ҫути чӗтренкелесе илет. Илтсе-и эсир, пирӗн рота Воздвиженскине каять? Эпӗ темиҫе хут тӑтӑм, вырӑнтан вырӑна куҫа-куҫа лартӑм, Варенькӑсӑр пуҫне ыттисемпе пуринпе те хӑюллӑ калаҫрӑм, мана Варенькӑпа пӗрремӗш хут курнӑҫсанах калаҫма аван мар пек, юраман пек туйӑнчӗ. Лӑпкӑн ларнӑ чухне ӑна арҫын тумтирне тӑхӑннӑ чипер хӗр вырӑнне хума та пулать: анчах ал-ури хӑвӑрт та ҫаврӑнуллӑ пулнипе вӑл алла иленнӗ чӗрнесӗр пантера пек туйӑнать. Джемма алӑка майӗпен уҫрӗ. Вӑл вӗсене хавассӑнах вулама паратчӗ, панӑ кӗнекисене нихӑҫан та каялла ыйтмастчӗ. Анчах хӑй те кӗнеке вулама илес пулсан, хуҫине нихӑҫан та каялла паман. Эпӗ куна сисни ҫинчен каласа патӑм. Шел! Ку вӑл — пилӗк фут тӑршшӗ, хыҫалалла авӑнчӑк пысӑк мӑйракаллӑ, хӗрлӗрех ҫӑмӗ ҫинче йӑлтӑркка хура пӑнчӑллӑ, шурӑ хырӑмлӑ чӗрчун. Ун какайӗ ҫав тери тутлӑ. Вӑл сан ҫинчен те шухӑшлать: акӑ, вӑл ачисемшӗн тӑрӑшать, анчах ачисем уншӑн ют, тет… Ҫамрӑк учительницӑсем, ачасем патнелле ачашшӑн тайӑлса тӑрса, хӑйсене майлӑ «шухӑшлареҫ», — унччен пӑртак малтантарах ҫав ачасенех вӗсем чӗпӗтнӗ, хӑлхисенчен туртнӑ, — халӗ ӗнтӗ вӗсем итлемен ачасене кулкаласа ҫеҫ лайӑх пӳрнисемпе юнаса каларӗҫ, итлекеннисеме пуҫӗсенчен ачашласа шӑлчӗҫ. Пӗррехинче, садра уткаласа ҫӳренӗ хушӑра, ун ҫурӑм шӑмми кӗтмен ҫӗртен ыратса кайрӗ те вӑл ҫӗре тӑсӑлса ӳкрӗ. Йытти унпа юнашар выртнӑ. Икӗ кун ӗҫлетӗр, ӑҫта сирӗн ӗҫӗ? Нимле талант та ҫук, поэзи ҫук, питӗ нумай ӗҫлеме пултарать, асра тытасси пысӑк, ӑсӗ тӗрлӗ енӗпе аталанман, чылаях та мар, анчах тӑнлӑ та ҫивӗч; типчак та вӑй, тата хамӑр хушӑра каласан, сӑмах-юмах унӑн кичем Болгарийӗ ҫинчен хускалса, хӗрсе кайсан, калаҫма та пултарать. Ывӑннӑ эпӗ. — Эсир унта, килте, илес тенӗ чухне яланах илме пултаратӑр, — терӗ вӑл мана хирӗҫ пӗрремӗш хут, «эсир» сӑмахпа усӑ курса. Мана вырӑн шел мар, — тесе килӗшрӗ те вӑл, каллех ларса, хулкка ҫине пӑхрӗ. Голю, — ҫапла йыхӑратчӗҫ буйвола, — хӑйне вӑрӑ вырӑнне хунине сиснӗ пекех пулчӗ. Ҫӑварне сарлакӑшпех карса пӑрахрӗ, анчах ун йӗпе тутинче сӗлекеллӗ курӑкран урӑх нимӗн те курӑнмарӗ. Санӑн ҫӑра уҫҫисене хамӑрах илетпӗр! — сиксе ларас пек тапӑнать Игнатенок амӑшӗ. Мӑнтӑр Пацюк пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те унтан каллех ҫӑмах хыпма тытӑнчӗ. — Мӗн вара, ыратрӗ-и? — ыйтрӗ Оленин. Калама чарӑнчӗ те тутине ним сассӑр выляткаласа, нумайччен тем ҫинчен шухӑшласа ларчӗ, ман ҫинчен те манса карӗ пулас. Снарядсем тустарса пӗтернӗ тӑпра ҫинче тупӑ ураписем, лапчӑнса, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ лафетсемпе тупӑ кӗпҫисем, чӗрпӗкленсе пӗтнӗ ешӗксем, вилӗ боецсем, юнлӑ ҫӗтӗк-ҫатӑксем тата лапчӑнса, кукӑрӑлса пӗтнӗ винтовкӑсемпе каскӑсем выртаҫҫӗ. Кӑшт аяккарахра — таса ҫерем ҫинче — мӑнтӑр та пит тӗреклӗ лаша выртать. Артиллери лаши. Пуҫне ҫӗклеймест вӑл, хӑрах аяккипе ҫеҫ туртӑнкаласа илет те сылтӑм урипе тапкаланать. — Ӑҫта? Мӗн кӑкарнӑ лаша пек чакаланатӑн? Макар унӑн арӑмӗпе калаҫрӗ, сӑмах майӑн тенӗ пек, мӗншӗн ҫум ҫумлама кайман тесе ыйтрӗ, хӑй кил карти тӑрӑх мӑнаҫлӑн ҫӳрекен автана шӑтарас пек пӑхрӗ. — Ан пӑшӑрхан: пӗрремӗш хут мар ӗнтӗ, — терӗм эпӗ ӑна, хирӗҫ мӑнкӑмӑллӑн. — Ӑҫтан пӗлен… тен, эпӗ те хӑҫан та пулин ҫын вӗлерекен пулса тӑрӑп, — тетӗп хам ӑшра, — мана та килӗшес ҫук ун пек йывӑр мыскара!» Улпут патне ҫитсен, унпа калаҫӗччӗ, ӑна хӑй камне кӑтартӗччӗ. Ҫак мӗнпур хускалман, лӑпкӑ та пӑхма хӑрушӑ мар ҫынсене мӗн пулнине ӑнланаймасӑр, пӑши вӑрман хӗрринче хӑравҫӑллӑн, чалӑшшӑн пӑхса тӑчӗ. — Нимӗн те усал, каламан вӗт. — Револьвер-и! — тесе ячӗ савӑннипе Гленарван. Унӑн куҫӗсем вара ҫийӗнчех ҫуталса кайрӗҫ. Вӑл ҫаплах ҫакӑ пӗтӗмӗшпе мӗнле вӗҫленнине те пӗлеймерӗ. Епле аван та! Хӑвна ху тыткалама пӗлсен, ӗнсӳ ҫинче чулсем пулмасан — чи лайӑх ӗҫ! Тӑварлӑ шыв пӑсланнипе тухакан электричествӑна хӑйӗн ӑшне туртса илекен пӑс атмосферӑна тулать. Мӗн те пулин тумаллах пулнӑ. — Эсӗ мана ун ҫинчен калама пултарсан, — терӗ малалла Монтанелли, — манӑн ҫакна пӗлес килет: эсӗ тупа туса, сӑмах парса, е мӗнле те пулин урах майпа ҫыхӑннӑ-и? Ҫапла ӗнтӗ, урӑх ним те лайӑхраххи пулмасан, эпӗ малалла кайма сӗнетӗп. Марс — пӗтӗм тӳпере. Силвио ура ҫине тӑчӗ, ҫиленнипе шурса кайрӗ, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса илчӗ, унтан: «Хисеплӗ Ҫыннӑм, халех тухса кайӑр та ку ӗҫ ман патӑмра пулса иртнӗшӗн турра тав тӑвӑр», — терӗ . Хыҫалта каллех темскерле хура мӗлкесем курӑннӑ; малта, чул хӳмепе ҫав тупӑк пек карап хушшинчен, хура пӗлӗтпе витӗннӗ чӗмсӗр-пушӑ тинӗс курӑннӑ. Амӑшӗ патне пырса, ӑна вӑл пӗтӗмпех каласа пачӗ, лешӗ мана ушкӑнра шыраса тупрӗ те тав турӗ. — Шутсӑр!.. Чӑнах та ӗнтӗ телей ҫук-ҫке, вӑл пӗртте ҫывӑха килмест. — Пӳртре мар ӗнтӗ… вӑл пӳртре пулма пултараймасть! — ыйхӑ тӗлӗшпе каланӑ евӗрлӗ пӑшӑлтатса илчӗ ача. Ҫапах та эпӗ ҫав ҫӗре уйрӑмах канлӗ ҫывӑрса ирттертӗм, малалла ун пек аван ыйха нумайччен курасси пулмарӗ. Эпӗ тӗлӗксем те курмарӑм. Вавжон, вӑлта ҫине лартан ӑман пек, пӗр вырӑнта ҫаврӑнкала пуҫларӗ. Апла пулсан, ӗҫне ту, мана лӑплантармасан та юрать, эсӗ лӑплантарни кирлӗ мар мана! Вӑл ӑҫта кун пуҫланассине е ӑна вӗҫлеме пултарассине никам та татса калама пултараймасть. Ҫав самантра Бойчо унӑн шурса кайнӑ илемлӗ питне пӑхса илчӗ, хӗрӗ куҫне хупнӑччӗ, тути шуралса кайрӗ, ҫак телейсӗр хӗр хӑй шӑпине унпа ҫыхӑнтарчӗ иккен те, акӑ халь тата мӗнле асап курмалла тивет. Пӗрре эсӗ хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑп тетӗн, ҫавӑнтах тата статья тӗрӗс мар тесе хуратӑн. — Апла авантарах та, — терӗ хаваслӑ Паганель. Ҫамрӑксем ун хыҫҫӑн утрӗҫ (Шубин пӗр сӑмах чӗнмесӗр аллипе е чӗри тӗлне чӑмӑртарӗ, е пуҫӗнчен те ҫӳлерех ҫӗклесе пычӗ), вара тепӗр самантран вӗсем Кунцово тавра ларакан нумай дачӑран пӗрин патне ҫитрӗҫ. Мансӑр пуҫне кунта никам та пулман пулсан! Марья Кириловна картишнелле пӑхрӗ те хӑйне темле вӑрттӑн паллӑсем кӑтартакан пӗчӗк Сашӑна курчӗ. Темиҫе ҫын ҫав тери хӑраса чӑтлӑха тарса кӗнӗ пек туйӑннӑ. — Вӑт, аван шомпол пулать, — терӗ вӑл, хулӑпа сывлӑшра шӑхӑртса. — Ҫук, сирӗн хутсем суя тесе шутламастӑп… Юрланӑ чух ан чакӑлтатӑр-пакӑлтатӑр. Лось урайӗнче выртать, кӗмӗл ҫаврашка пысӑкланса, сарӑлса пынине, чӑмӑртаннӑҫем чӑмӑртаннине сӑнать. Ку ҫуртсенче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ха, анчах вӗсенче пурӑнма питӗ хӑрушӑ: хӑш-пӗр чухне пӳрт айӗнчи пӗтӗм ҫӗр тӑруках шуса анать. — Пурпӗрех; пирӗн хамӑрӑн йӑласем пур, — терӗ Баймакова, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ: «Мӗншӗн ҫиллентӗм-ха эпӗ? Дик Сэнд та ӑнланчӗ ҫакна. — Воропаев полковнике тахҫантанпах пӗлетӗр-и вара эсир? — ыйтрӗ вӑл, теме шанман пек. Хӗрарӑм-чурасемпе ташӑҫсене шутламасан, ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн пулнӑ уяӑн. Халь ӗнтӗ ҫил чакрӗ, хумсем шӑпланчӗҫ те тинӗс вӗсене урӑх нимӗнпе те хӑратаймарӗ. Тӗлӗнмелли ҫук, сирӗн вӗренме вӑхӑт пулман. Урам тӑрӑх сивӗ ҫилпе ҫумӑра хирӗҫ пынӑ чух вӑл Николай ҫинчен шухӑшларӗ. Ку курткӑна ӑна Ольшинский юлташ парнеленӗ, вӑл ӑна лешӗн аллинчен илчӗ те, — Корчагина кайса пар, — тесе мана пачӗ. — Лукашка таврӑннӑ, теҫҫӗ, — терӗ пӗр хӗрӗ. — Ҫурт тӗлӗшпе мӗнле? Лайӑх тумланнӑ, кунти пек мар, ҫапах та тем эпӗ сана ӗненместӗп… Шыв урлӑ каҫни Пӗр-пӗрин патне хут ҫӳретесси нумаях пыман. Асӑрхама ӗлкӗреймен те вӑл, пичеври лашин таканӗ хӑпнӑ. Пысӑк куҫсемлӗ ҫырӑрах сӑнӗ ыттисен тӑртанчӑк хӗрлӗ пичӗсенчен тӗрӗсрех те, тасарах та пулнӑ. Ҫав тӗттӗм чӳречесем ҫине пӑхнӑ май, тепӗр калаҫу та ман асӑма килчӗ. Андрей ҫинчен аса илсен, кӑмӑлӗ чӑнах та хуҫӑлчӗ унӑн, чӗри ыратса кайнипе вӑл питне чалӑштарса илчӗ. Чунӑмпа, ан тив, турӑ хуҫалантӑр, вилме хӑрамастӑп эп, анчах тӑлӑхсен укҫине харама ярасран хӑратӑп… Васятка сиксе тӑчӗ, макӑрма тапратса алӑк патнелле ыткӑнчӗ. — Пархатарлӑ ҫамрӑк ырӑ ҫын! — терӗ вӑл куҫҫулӗпе. Юстици — организациленнӗ пусмӑрлӑхӑн функцийӗ. Унсӑрӑн, эпир пӗр-пӗрне юнама пуҫласан, пурин пуҫне те пырса тивӗ… Ҫакна эпӗ, хам унран хӑраманнине кӑтартас тесе, уншӑн тунӑ-и, арӑмшӑн тунӑ-и е тата, хама хам улталас тесе, хамшӑнах тунӑ-и — пӗлместӗп, анчах эпӗ малтанхи тӗлпулусенчех ун умӗнче ӑшра лӑпкӑ пулаймарӑм. Ун пек ҫын тӗнчере халиччен нихҫан та пулман. У-у! вӑл ҫав тери ӑслӑ, Соломон пекех, вӑл нимӗн те тӑваймасан вара ку ӗҫе тӗнчере урӑх никам та тума пултараймасть. Ҫав офицер ҫулҫӑ пекех шурса кайнӑ пулнӑ. Козельцов вара мӗн пулса тӑнине часах ӑнланса илчӗ. Юлташӗсем хӑйпе калаҫма пуҫласан, вӑл, час-часах хӑйӗнпе мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланмасӑрах, «ҫапла», «ҫук», тесе ответ пачӗ, унтан вара каллех шарлами пулса, куҫӗсемпе штукатурка ҫинчи хура ҫурӑк ҫине тӗллерӗ. Ҫав ҫурӑк халь уншӑн темле, вуласа тухнӑ хыҫҫӑн хӑйне ҫӑлӑнӑҫ кӳме пултаракан иероглиф пек туйӑнать. Танлаштару Макара ҫав тери килӗшмерӗ, анчах вӑл ним те шарламарӗ. — Халӗ ӗнтӗ вӑхӑчӗ ҫавнашкал, шӑв-шавпа килӗшес пулать, — терӗ Риккардо. Фома унталла пӑхнӑ та, вӑрманӑн ҫӳллӗ хура хӳмине, ун ҫинче ҫап-ҫуттӑн вылякан вучахӑн вутлӑ пӑнчине тата вут тавра ларса тухнӑ тӗтреллӗ мӗлкесене курнӑ. Николаевсен ҫуртне пӳлсе картланӑ тем вӑрӑмӑш ҫатан ҫумӗпе вӑл, хӑйне илтесрен тата темле начар ӗҫне тытасран хӑранӑ евӗр, пӗтӗмпех йӑпшӑнса-пытанса та урисене пылчӑк ӑшӗнчен асӑрхануллӑн сӗтӗре-сӗтӗре кӑларкаласа кӑна утса тухрӗ. Вӑл хамӑн пулнӑ пулсан, мӗнтен тунине пӗлнӗ те пулӑттӑм-и тен, улпутӑн-ҫке вӑл». Вӑрмантах ҫӗр каҫрӑм… Фоман вӗсем патне каяс килнӗ, анчах темӗскер ӑна чарса тӑнӑ. Тухмалли тӗлӗн ҫурма ункӑлла хашакинчен Лосьшӑн питӗ хаклӑ ӳкерчӗк курӑнать: куҫа шартаракан кӑвак куб-тӳпе, ту хысакӗсен пӑрпа-юрпа ҫиҫекен тӑррисем. Аялти пӗлӗтсене сирнӗ ҫил корвета Ле-Менкье еннелле хӑвалать. Анчах вӑл унта юлашки хутӗнче пулнине, хӑйсене сиввӗн йышӑннине, халиччен хӑйне именерех тытнине аса илчӗ те, хӑюсӑрланса кайрӗ. «Анчах аслӑ император, сире вӗлерме парас мар тесе ҫирӗп тӑчӗ. — Шыраса тупмашкӑн пулӑшма мана чӗнеҫҫӗ-и-мӗн? Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ултӑ сехет тӗлнелле эпӗ бульвара тухрӑм: унта пӗр ушкӑн пуҫтарӑннӑччӗ. — Тавлашмастӑп, — ответлерӗ ӑна доктор. «Вӑт хӑрлаттарать француз, мур илесшӗ», — тесе шухӑшлать хӑй ӑшӗнче Антон Пафнутьич. Хӑвӑн чунӑнти шухӑшсене ҫынна каласа пама аван вӑл, тӑванӑм! Ун пирки вӑл ҫителӗклӗ таранах ҫырса тултарнӑ. Малтанхи, маншӑн манми каҫхи пекех, палла тӑрансем пурте пурччӗ. Нирмацкий те сӗтӗрӗнсе килнӗ; Тытрӑм та пусрӑм. «Ак тата», — шухӑшларӗ Яков, хӑех лартнӑ хурӑн ҫумне тайӑннӑ манахӑн тӳрккес кӗлетки ҫине пӑхса. — Пирӗн батюшка ирӗкӗнче ӗнтӗ вӑл — сире е паянах, е ыран ир ҫактарасси, — терӗ вӑл. Кунта мӗн тума илсе килнӗ пулӑттӑм-ха эпӗ ӑна? Ман ҫине темме хаяррӑн пӑхрӗ, пуҫне ухса илчӗ те ман ҫумран мӑнаҫлӑн утса иртрӗ. — Ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлмен. Приказани паракан офицерсем те каллех пӑшӑлтатса калаҫма тытӑннӑ, пӗрремӗш рота вара, хура стена пек, сасартӑк лӑпчӑннӑ. Сывӑ пул! — Санӑн хатӗр-и? — терӗ Том кӑшт тӑрсан. Хӗрсе кайнӑ самантра ҫавӑ мӗн те пулин кукӑртса ан хутӑрччӗ. Эсир, ырӑ ҫынсем, хупӑр ҫӑварӑрсене! — вӗсен сассине хупласшӑн пулса, мекӗрленнипе хӗрелсе кайсах кӑшкӑрчӗ Ҫӑрттан мучи. Акӑ, астивсе пӑх!.. Пруссачество пӳрӗнчен вӑл кукӑльсем пӗҫерсе пурӑнчӗ. Чӑрманса тӑма Адрианӑн вӑхӑчӗ те пулман, кӗҫӗн алӑкӗ уҫах пулнӑ, вӑл пусма тӑрӑх хӑпара пуҫланӑ, лешӗ ун хыҫҫӑн утнӑ. Хӑҫан та пулсан, вӑрҫма-ҫапӑҫма тӳрӗ килсен, эпӗ унта пӗр-пӗр хвицерӗнчен иккӗ туса хума пултаратӑпах-ха! Хаҫатсем ҫинче мӗн май килнӗ таран Ҫӗр ҫинче тӗнче пӗтсе килни ҫинчен пичетлеме пуҫланӑ. Вӑл кулкаласа тата мана хӑраткаласа, Евсеенко арӑмне пӗр тенкӗ пачӗ, анчах хӗрарӑмӗ сиввӗн:— Ҫук, илместӗп! — терӗ. Битте, битте! Н… полковника паллаймастӑп-ҫке, питӗ шел… Сывлӑшра ташлакан нӑрӑсен ушкӑнӗнчен сасартӑк тата тепӗр нӑрӑ уйрӑлчӗ те, хӑй хыҫҫӑн пысӑк та илемлӗ хӳре хӑварса, тӳрех уҫланкӑ еннелле ярӑнчӗ. Кӗнекене светуй Варфоломей сӑнарне ӳкернӗ пысӑк гравюра тӗлӗнчен уҫса хунӑ. Машина патӗнче Тит пекех мӑнтӑркка питлӗ хӗрача тӑрать. — Жоли! — тет офицер. Тепӗр тӗслӗ сӗнӳ те пулчӗ: сирӗн тарҫӑсене сирӗн кӗпесемпе тӳшек ҫиттисене вӑрттӑн наркӑмӑшлӑ сӗткен сӗрме хушас, терӗҫ. Ҫак наркӑмӑш ыраттарнипе сирӗн хӑвӑр ӳте чӗркелесе-таткаласа пӗтерсе пит хӑрушӑ асапсемпе вилмелле пулнӑ. Эпӗ кӑнтӑрлахи апата кӗрсен, столовӑйра Мими, Катя, Люба тата Сен-Жером кӑна ларнине куртӑм; атте килте ҫук, Володя юлташӗсемпе пӗрле хӑйӗн пӳлӗмӗнче экзамена хатӗрленет, ҫавӑнпа апат хӑй патне леҫсе пама хушнӑ. Эпӗ аран ҫӗр каҫрӑм. Вӑл пӗтӗм халӑх умӗнче сӑмсине хупланҫи пулать. — Ҫырлахсам, сударь, — терӗ вӑл, йӗрсе ярас патне ҫитсе. — Хӑрамастӑр-и? — Юрать. Кашни кун ҫӗнӗ япала! Пуриншӗн те паллӑ, кулаксене ялхуҫалӑхӗнче пӗтернӗ, вӑтам ӗмӗрти кая юлнӑ техникӑллӑ уйрӑм вак хресчен хуҫалӑхӗсен секторӗ халӗ пит пӗчӗк вырӑн йышӑнса тӑрать, унӑн тӳпи ялхуҫалӑхӗнче акакан ҫӗр талкӑшӗ енчен 2 — 3 процентран ытла мар. — Мӗнле ӑнланас тетӗн, ҫапла ӑнлан, — хиврен каларӗ ҫамрӑк манах, хӑлхине ун еннелле туса; унӑн куҫхаршийӗсем шиклӗн те хӑвӑрт-хӑвӑрт сиккелесе илчӗҫ. Ну, тӑванӑм, эс каҫар мана, анчах та ку — ӑслӑн тунӑ ӗҫ мар. Пуҫне ал шӑллипе витсе, Ольга вӗри хӑйӑр ҫинче выртса кӗнеке вулать. Сӑнӗ унӑн хӑрушла курӑнатчӗ, тутисене палӑрми пуличченех пуҫтарса пӑчӑртаса лартнӑ, куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, малалла пӗр шанчӑксӑр, салхуллӑн пӑхаҫҫӗ, анчах та — вӑл суккӑр ҫын пек курӑнать. Санин ун умӗнче тӑчӗ… Килӗнче вӗсен йӗркеллех мар пулас. Ҫамрӑкӑн вӗсене пулӑшӑва чӗнме ӑс ҫитнӗ, Логово Китта бухтинче темӗнле судна тӑни ҫинчен пӗлтернӗ хыпар малтан та таможня начальник мистер Дэнс патне ҫитнӗ. Логово Китта бухти патне каякан ҫул пирӗн трактир патӗнчен иртет, вара Дэнс хӑйӗн отрячӗпе унта кайрӗ. Ҫак телейлӗ саманта пула эпир аннепе иксӗмӗр куҫ кӗрет вилӗмрен хӑтӑлса юлтӑмӑр. — Матвей Иванович лайӑх ҫын, ӑна ҫиллентерме кирлӗ мар. Эпӗ ватӑ Джим Хорнбэк йышши пуян мар, кашни тӗл пулакана пулчӗ-пулмарӗ укҫа кӑларса тыттараймастӑп, пурпӗрех эпӗ ӑна: «Сан вырӑнна ӑмсанмастӑп», — тесе темиҫе хут та каланӑ. Матрос пурнӑҫне эпӗ питӗ кӑмӑллатӑп, анчах хуларан икӗ миля аякра, никампа та пӗр сӑмах калаҫма ҫук ҫӗрте, вӑл мана пӗтӗм мулне парсан та, пурӑнма килӗшместӗп… — Самолетпа ҫав. Хула ҫывӑрать. Ҫапла пӗр лейтенантпа мӑшӑрӑн вӗҫсе кайса эпир тӑватӑ пин тонна вырнаҫтаракан тӑшман транспортне путартӑмӑр. Хӑй хыҫӗнче пыракан полицейски ҫине ҫаврӑнса пӑхса, вӑл ӑна виҫӗ хутчен чӗнсе илнӗ: — Служивый! Каҫпа пӗтӗм халӑх, анакан хӗвел ҫутинче уяв тумӗпе ялтӑраса, урама тухрӗ. Анчах ун пек тӑвас пулсан, эпӗ унран хӑранӑ пек пулса тухать. Соня, аллисене усса, ун умӗнче айӑпа кӗнӗ пек тӑрать: «Ҫук, мана ҫӗнтереймерӗр, ҫапла вӗт, mademoiselle Catherine?» — тет вӑл хӗрелсе. Кунта вара эпӗ тарӑхса кайрӑм: турпаса ӑна тыттартӑм та калатӑп ҫакна: «Акӑ санӑн «пуля», музее пама юрӑхсӑр вӑл. «Ҫуратнӑ аннеҫӗм! — тесе шухӑшлатӑп. — Мана шыраҫҫӗ ӗнтӗ кусем, урӑх никама та мар, ман чунӑма илмех килеҫҫӗ, урӑх нимӗн те мар», — тетӗп. — Итлетӗп, — тавӑрчӗ Феничка, — мӗн чухлӗ илме хушатӑр? Житейкин ҫинчен ҫынсем: вӑл хӗрарӑм-манахсемпе ашкӑнса пурӑнать пулсан та, ҫичҫӗр кӗнеке вуласа тухнӑ тата пӗчӗк параппана ҫав тери ӑста ҫапма пӗлет, ҫав ӑсталӑха салтаксене вӑрттӑн вӗрентет, тесе калаҫнӑ. Юлашкинчен Санин калаҫма чарӑнчӗ. Ҫил форт ҫине кассӑн-кассӑн вӗрсе тӑрать. Храмӑн пӗрене стенисем шатӑртатса илеҫҫӗ. Ҫаксем ҫинчен каласа панӑ чухне хуҫа мана темиҫе хутчен те ыйтусем парса чарса лартрӗ. Изот вӑл каҫхи ҫынччӗ. Сунарҫӑ хирӗҫ мӗн калама пӗлменнипе хулпуҫҫийӗсене ҫеҫ турткаларӗ. Амӑшӗ унӑн ыйтӑвне хирӗҫ аллипе сулса илчӗ те малалла чӑн тӗрӗслӗх умӗнче ларнӑ пек пулса, ӑна ҫынна асаплантарнӑшӑн ӳпкеленӗ пек каларӗ. Юрать инҫе те мар ҫапӑсенчен авса тунӑ кӗпер пулчӗ, ахӑрнех ӑна индеецсем туса хӑварнӑ пулмалла. Кӳреннӗ энтомолог хӑйӗн ҫывӑхран ҫеҫ куракан куҫӗсемпе мантикорӑна симӗс ҫулҫӑ хушшинче тупма пултарайманнине манса кайрӗ. Ҫамрӑксем турӑ чиркӗвӗнчен пӑрӑнаҫҫӗ, пур халӑх ҫӳрекен вырӑнсенчен ютшӑнаҫҫӗ, вӑрттӑн пухӑнса, кӗтессенче пӑшӑлтатаҫҫӗ. — Ҫук, ку ӑнсӑртран тухрӗ. — Кунта эс пӗчченех-и? — ун еннелле ҫаврӑнчӗ Эмексиз. «Хӗсӗрхаллӗнех тӑрса юлчӗ, ылханлӑскер!» — ӗни ҫине пӑха-пӑха ҫӳҫенсе илетчӗ Кондрат. Мартини кушака арки ҫинчен майӗпен антарчӗ. Хӑлхана ҫеҫ ҫивӗч тытмалла, тен, инкек курмастӑн та. Галкина тенӗ хӗрарӑм ҫамрӑк чухне оперӑра хористка пулнӑ, юрӑсене вӑл аванах хаклама пӗлнӗ, ҫакна пула час-часах унӑн сӗмсӗр куҫӗсенчен ӗҫкӗпе тата нумай ҫинипе тӑртанса кӑвакарнӑ питҫӑмартийӗсем ҫине вӗтӗ куҫҫулӗсем юхса анатчӗҫ, вӗсене вӑл питҫӑмарти тӑрӑх самӑр пӳрнисемпе сӑтӑрса антаратчӗ те, кайран пӳрнисене вараланчӑк тутӑрпа шӑлса типӗтетчӗ. Эпӗ Гамбургри музейре ҫавӑн йышши ӗлӗк хырӑмпа шуса пурӑннӑ пӗр тискер кайӑкӑн 30 фут тӑршшӗ шӑм-шакне куртӑм. — Эпӗ каллех шыва кӗрсе тухнӑ пулӑттӑм, — терӗ Шубин, калаҫу пуҫарса, — анчах ӗлкӗреймесрен хӑратӑп. — Мӗн пулчӗ сана, сударь? — терӗ вӑл мӗскӗн сасӑпа. — Вӑрт-вартрах хусканӑр! — янӑратса кӑшкӑрнӑ вӑл аялалла. Унӑн килӗнче калама ҫук йӗркеллӗх; кучерсем те, унран вӗренсе пырса, сӳсменсемпе хӑйсен сӑхманӗсене кашни кун шӑлса тасатаҫҫӗ, тасатаҫҫӗ ҫеҫ мар, тата хӑйсен пичӗсене те ҫӑваҫҫӗ. Ӑна шӑплӑха юратакан ҫынна сутас пулать, — вӑл чуна кантармалли вырӑн. Ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрте курнӑҫӑпӑр. — Кама-кама? Пӗлейместӗп пулӗ халӗ: те ӗненетӗп ӗнтӗ эпӗ пӳрнӗ тенине, те ҫук, анчах ҫак каҫхине эпӗ ӑна пӗр иккӗленмесӗрех ӗненнӗ: ҫав тери ӗненмелле пулса тухрӗ-ҫке вӑл, ҫавӑнпа эпӗ хамӑрӑн ватӑ асаттесенчен, вӗсене пулӑшма юратакан астрологинчен кулкаларӑм пулин те, ирӗксӗрех вӗсен ҫулӗ ҫине лекрӗм, анчах эпӗ ҫав хӑрушӑ ҫул ҫинче шӑпах вӑхӑтра чарӑнтӑм, хам нимӗнрен йӗрӗнмен, нимӗскере те курмасӑр ӗненмен йӑлана тытса метафизикӑна аяккалла пӑрса ятӑм та хамӑн ура айне пӑхкаларӑм. Хӑвӑра мӗнле тума канаш панӑ, ҫавӑн пек тӑвӑр… Мӗншӗн сасӑпа калаҫас? — Ну, мӗнех вара? — терӗ вӑл, пуҫне силлесе. — Пӳрте! Пӳрте! Пӳрте! — кӑшкӑрать вӑл, лешсем вӑраххӑн ҫӳренине ылханса. Гусев шӑхӑрса илчӗ те маччаналла тӗмсӗлчӗ, куҫӗсемпе кулать, куркана вӗри чей ячӗ: — Маша, пӗлӗт леш енне, ҫав хӗрарӑм пек вӗҫетӗп темелле-ши… — Сирӗн тӑванӑрсем: пиччӗрсем, йӑмӑкӑрсем пур-и? Гриша кулса ячӗ те, ҫавӑнтах унан мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫухалчӗ. Шавланине илтсе, хуралҫӑсем чупса пыраҫҫӗ те аран-аран ӑна тытса чараҫҫӗ. Анчах ҫулӗсем вӗсен тӳпе тӑрӑх пӗр-пӗринпе питӗ пӗр пек пынӑ. — Анчах мӗншӗн-ха сирӗн сасартӑк Монтанеллие курас килсе кайрӗ? Сада каясса кӗтекен Любочка, аллине ҫурӑмӗ хыҫне тытса, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ ҫӳрет е фортепьянӑпа эпӗ кашни нотине тахҫантанпа пӗлсе тӑракан пьесӑла калать. Урайне паркет сарнӑ, алӑкне пӗчӗкҫеҫ ширмӑсемпе карнӑ. — Акӑ вӑл! Вӑл хӗвӗшме пуҫларӗ те, ыттисем те хӗвӗшме тытӑнчӗҫ, вара, вырӑнӗсенчен тӑрса, экипажсене хӑварнӑ замок еннелле утрӗҫ. Балтоолу Тинко бай вара хаҫата тытрӗ те уҫса пӑхрӗ. Унӑн тепӗр вӗҫӗнче, йывӑҫсем хушшипе, темле хаттӑн шурӑ стенисем курӑнаҫҫӗ. Тӑрӑхлама юратакан, пӗр именме пӗлмесӗр калаҫакан Лушин тухтӑр Зинаидӑна пуринчен лайӑхрах пӗлет, куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те ӑна ятлать пулин те, пуринчен хытӑрах юратать. Мала разведчиксемпе йӗр йӗрлекенсене кӑларса янӑ, вӗсен йӗрсене шыраса тупса, вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлмелле пулнӑ. Гленарвана ҫак ыйту аптӑратать. Анчах ҫулҫӳревҫӗсен урӑх ним тума та ҫук, Талькав каланӑ пек, Независимость фортнех кайма тивет. Эрни-эрнипе, сехечӗ-сехечӗпе, кашни каҫ ӗҫлерӗмӗр — эсир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра. Е тӗлӗксем кӑсӑк мар (Беловзоров тӗлӗкре хӑй лашине карас пулӑпа тӑрантарнӑ, лашин пуҫӗ йывӑҫран пулнӑ) е пуҫран шухӑшласа кӑларнисем, ӗненмелле маррисем… Пӗчӗк юхан-шыв хӗрринчи лапамсенче тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫесем кашласа лараҫҫӗ. — Манӑн та. Эпӗ пырӑттӑм та ҫав, анчах та пирӗн кунта пурте чирлӗ выртаҫҫӗ. Виҫӗ эрне хушши ӑна кашни кунах куртӑм, — мӗн кӑна, мӗн кӑна тумастчӗ пуль вӑл мана! Унтан вӗсем столовӑйӗнче чей ӗҫсе ларчӗҫ. Пӗтет ӗнтӗ мӗскӗн тухтӑр… Ӑҫта пӑхнӑ унтах салтаксем уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Николай Антоныч тӑваттӑмӗш шкулӑн чи пысӑк хуҫи, хӑйне хӑй тыткалама та итлеттерме пӗлекен ҫын, Катька алӑк урлӑ каҫса кӗрсенех тепле улшӑнса кайрӗ. Генералсем юратса ҫинӗскере, тен, эпӗ те юриех сире, ухмахсене, пӑтти ҫуллӑрах та тутлӑрах пултӑр тесе, хурана ярса пӗҫерсе панӑ пулӗ. Ун ыйтса пӗлме те хӑю ҫитмест. Хӑй ӑшӗнче вӑл, ахӑрнех, ытларах мулсен туйӑм сисӗмӗсем ҫине шанать, мӗншӗн тесен кун пек вырӑнсенче ертсе пыракан тӑн-пуҫӗпе пӗлни кӑна ҫителӗксӗр. Мӗнле те пулин питӗ киревсӗр ӗҫ тунӑ-им эпӗ? Вӑрӑпа тытӑннӑ? Вӗлернӗ? Шӑллӗне вӑл тӑватӑ ҫул курман ӗнтӗ; юлашки тӗлпулу вӗсен кичем те типӗ пулнӑ: Петра вӑл хӑйӗн патне пынӑшӑн курпун кӑмӑлсӑр пулнӑ пек туйӑннӑ; шӑллӗ темле хутланнӑ, кӑмӑлсӑрланнӑ, улитка шапа хуранне пытаннӑ пек, пытанма тӑрӑшнӑ; йӳҫек сасӑпа вӑл турӑ ҫинчен, хӑй ҫинчен тата тӑванӗсем ҫинчен мар, монастырь нушисем ҫинчен, турра кӗлтӑвакансем тата халӑх чухӑнлӑхӗ ҫинчен ҫеҫ калаҫнӑ, ҫитменнине тата сӳрӗккӗн, хӑйне ирӗксӗрлесе калаҫнӑ. Лайӑх мар калаҫаҫҫӗ, чунӑм! Хӑях ҫийӗн хайхи виҫӗ шур качаки вӗҫсе иртрӗ, вӗсен чийлетсе тухакан сассинче пӗчӗкҫӗ юханшыв патӗнчен хӑваласа янӑшӑн кӳренни, канӑҫсӑрланни сисӗнчӗ. Павел кунӗпех салхуллӑн, ӗшеннӗн, тӗлӗнмелле пӑшӑрханса ҫӳрерӗ, унӑн куҫӗ, ҫунса тӑрса, темскер шыранӑ пек курӑнчӗ. Мӗн чухлӗ кунта? Ӗлӗкрех кунта пирӗн ют садсем тӑрӑх ҫӳреме кам ӑста пулнӑ-ха? — Ах, ан чӑрманӑр тархасшӑн! — терӗ Володя; анчах та юнкер, ҫӳллӗ те платна, ҫамрӑк арҫын, хитре, анчах та пит айван ӑслӑ ҫынӑнни евӗр сӑн-питлӗскер, кровать ҫинчен тӑрса хӑй ҫине шинель уртса ячӗ те, лайӑххӑн вӑранма ӗлкӗреймесӗрех-и тен, пӳлӗмрен тухрӗ. — Раштав эрни яланах шавлӑ иртет… — Унӑн вӑл — е ытлашши ӗҫнӗрен, е — турӑ ан хуштӑрччӗ! — амӑшӗнчен, старовертан… Тем каласан та ҫавӑн пекех туйӑннӑччӗ Давыдова. Павел Петрович ҫамкине одеколонпа йӗпетрӗ те куҫӗсене хупрӗ. Августӑн вунтӑххӑрмӗшӗнче, Львов таврашӗнче ҫапӑҫнӑ чухне, Павел хӑйӗн картузне ҫухатрӗ. Кирек мӗн тума та хатӗр!» — Мӗн? — Куҫ ман каҫхине вуланӑран шывланать. Уйӑх ҫутишӗн — килӗшетӗн-и? Анчах ак ним айӑпсӑр ача вӑййи вӑрҫӑ енне ҫаврӑнать: ача-пӑча алли курӑна-курӑна каять, пӗчӗк чӑмӑрсемпе ҫапкалани илтӗнет, хаярланса кӑшкӑрашни, унтан йӗни те янӑраса ҫитет: вӗҫен кайӑк концерчӗ ҫапӑҫӑва куҫать… Ҫӳрет, тет, вӑл унта хӑйӗн вӑрӑм халатне тӑхӑнса, ахлата-ахлата ҫӗрте темӗскер шырать, тет. — Чим-ха, ан чӑрмантар-ха, — терӗ подзорнӑй трубаран пӑхаканни, Севастополь ҫине тинкерсе пӑхса. Паллах, унта Патагони ҫинчен пӗр сӑмах та ҫук! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Унӑн пичӗ — тарӑн шухӑша палӑртакан тӗлӗнмелле питсенчен пӗри, унашкал питсем хӑйсене пӗрремӗш хут курнӑ хыҫҫӑн темиҫе сехетрен сирӗн куҫӑр умӗнчех сасартӑк пач урӑхла пулса тӑраҫҫӗ. Сӑмах пырать темӗнле comte Sazonoff, gue j`ai beaucoup connu, m-r, — тет хӑрах эполетлӑ француз офицерӗ: — с'еst un de ces vreis comtes russes, comme nous les aimons. — Пӗр минут ҫеҫ, сирӗн преосвященство, — терӗ сержант. Вӑл йӑнӑшрӗ. — Леш шыва путнине. Магеллан кунта икӗ тинӗс хушшинче пролив пур тесе шутланӑ, ҫав пролив ӑҫта иккенне вӑл тӗрӗссипе пӗлмен, ҫавӑнпа хӑйсене иртме пролив шыраса тинӗсӗн кашни кукӑрне, кашни пӑрӑнчӑкне кӗре-кӗре тухнӑ. Ытла та хытӑ сывланӑ пирки сывлӑш пӳлӗннипе вӑл тенкел ҫине ларса тӑнлавӗсене аллисемпе хӗссе тытрӗ. Ушкӑнри ҫынсем ҫакӑ мӗне пӗлтерни пирки шухӑшланӑ хушӑра йывӑҫ хӳттинчен пӗр тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗлетке курӑнах кайрӗ, паллах ӗнтӗ, ку йытӑ тавраш пулмарӗ, темле тӗлӗнтермӗш, акӑш-макӑш пысӑк упа тейӗн, кайри ури вӗҫҫӗн чӗвен тӑнӑн курӑнчӗ ҫак кӗлетке. Ҫыруне Морис Джеральд патне ҫырнӑ. Исидора Коварубио тесе алӑ пуснӑ. Халӗ ӑна час-часах сӑпкаран кӑларма пуҫланӑ; ӑна тискер кайӑксен тирӗсем ҫинче е вигвам ҫывӑхӗнчи пӗчӗк кӳлленчӗксем ҫинче те упаленсе ҫӳреме ирӗк панӑ. Горевӑна акӑ мӗн ҫинчен каласа пачӗҫ: пуринчен те малта пыракан пӗр харсӑр батальонра ҫынсем утмӑла яхӑн юлнӑ, ҫав батальонӑн командирӗ тыткӑна парӑнма килнӗ нимӗҫе каялла хӑваласа янӑ, уйрӑлнӑ чух вӑл ӑна:— Вуниккӗрен кая илместӗп! Чӑн! Вӑл капӑр тумланнӑ Лукашка хӑйӗн амӑшӗпе пӗрле каҫ умӗн хуҫисем патне кӗрсе кайнине курчӗ, вара ӑна пӗр шухӑш асаплантарма пуҫларӗ: мӗн пирки Лукашка ун патне ҫапла сивӗ-ха? Егорушка унӑн кашни сӑмахне, мӗн каласа панине пӗтӗмпех чӑн вырӑнне хурса ӗненчӗ, кайран вара, ӳссен, ӑна та питӗ тӗлӗнмелле пек туйӑнатчӗ: епле-ха вӑл, пӗтӗм Раҫҫей тӑрӑх ҫӳресе тем те курнӑ-илтнӗ ҫын, пушар вӑхӑтӗнче арӑмӗпе ачисене ҫухатнӑскер, вут ҫумӗнче кашнинчех е ним чӗнмесӗр ларма е мӗн пулманни ҫинчен каласа пама пултараять, ҫапла майпа хайӗн пуян пурнӑҫне йӳнетет? Кам тетӗн эс ӑна? «Кӗве» — тесе шухӑшларӗ вӑл, пит те уҫӑмлӑн аса килекен хитре, чечеклӗ тумсем тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑмсен ушкӑнӗ ҫине пӑхса. Малтан Фома хреснашшӗн пӑшӑлтатӑвне ӑнкарсах итлемен, анчах та Медынская ҫинчен илтсен, вӑл, ирӗксӗрех хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхнӑ та губернатора курнӑ. Халӗ сирӗн, хӳрӗрсене хӗстерсе, килӗрсене кайса пытанмалли ҫеҫ юлчӗ. — Апла, — пӳлчӗ ӑна Павел Петрович: — апла: эсир ун пирки пӗтӗмпех ӑнланса илтӗр пулать те, хӑвӑр вара нимӗн тума та шутламарӑр? Вӑл… анчах вӑл — тупӑкра выртӗ. Устенька туртӑнса вӗҫерӗнчӗ, хӑлаҫланса илсе, Лукашкӑна ҫурӑмӗнчен ҫатлаттарчӗ те хӑйӗн аллине ыраттарчӗ. — Кунта кӑна ҫуран та ҫитме пулатчӗ, — терӗ Алексеевна, вара, сӑх-сӑхса илсе, чӑланалла ярса пусрӗ. Пурте ӗлӗкхи пекех туйӑнатчӗ те, анчах халӗ ӗнтӗ йӑлтах урӑхлаччӗ. Эсӗ татах улталарӑн пире! Эсӗ татах тӳрре тухнӑ харсӑр ҫынсен пурӑнӑҫне хӑрушлӑх умне тӑратрӑн! Анчах карета хатӗр… сывӑ пулӑр! Техасра пурнакан ҫынсемшӗн прерипеле ҫирӗм миля хушши каясси вӑл нимех те мар. — А, Михаил Семеныч! — терӗ юланутҫӑ, лашине аслӑ Козельцовӗ умне чарса тӑратса, — мӗн, юсанса ҫитрӗр-им ӗнтӗ? Франци посланникӗ мана хӑйӗн хӗрне пирӗн мӗнпур чаплӑ ҫынсемпе паллаштарма ыйтсаччӗ. Эсир те Джемма унпа паллашма тивӗҫ. Ҫурҫӗр иртни те чылай пулать ӗнтӗ. Ҫак ҫынсем — пит аслӑ математиксем; наукӑсене хӳтӗлесе аталантарма юратакан чаплӑ императорӗ хута кӗрсе пулӑшнипе вӗсем механикӑра пысӑк ӑнӑҫусем тунӑ. Эпӗ Инглэнд патӗнче тӑхӑрҫӗр фунт стерлинг тата Флинт патӗнче икӗ пин ӗҫлесе илтӗм. Унӑн мӑнаккӑшӗ хӑрасах кайрӗ, ӑна темӗнле майсемпе те эмеллеме тапратрӗ. Тепӗр кӗске самантран самолётсем пӗр-пӗрине пырса ҫапӑнаҫҫӗ те — вак турпас пулса тӑраҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх машина камӑн пулнине те, ҫынни кам пулнине те пӗлме май ҫук пулать. Унӑн пичӗ савӑнӑҫпа ялтӑранӑ, куҫӗсем Тарасӑн хура мӗлки ҫине килӗшӳллӗн пӑхнӑ, тетӗшӗ ҫинче, темӗнле, хӑйне уйрӑм, шултра тӳмеллӗ, ик енче икӗ кӗсьеллӗ хулӑн сюртук пулнӑ. «Ӑҫта чиктӗр-ха купец хӑйӗн энергине? Кун хыҫҫӑн арҫын ачасем виҫӗ кун ҫӗтӗк кавирсенчен каркаласа тунӑ хӳтӗре цирк кӑтартрӗҫ, курма пыракан арҫын ачасенчен виҫшер, хӗрачасенчен икшер булавка илчӗҫ, часах ку вӑйӑ та йӑлӑхтарчӗ. — Ӗҫе тума пӗлменшӗн — пурте шиклӗ. Белилӑ. — Маттур! Мана, вата моряка, тинӗс ҫинче ҫӳреме хӑнӑхнӑскерне, ҫул ҫинче тепӗр чух тем чул вӑйлӑ кисрентерсен те ытла хытах кансӗрлеместчӗ. Чи малтанхи хут вӗҫни Пуҫ тӑрринче пӳртӗм ҫивиттийӗ пулсан, ҫывӑрма питӗ аван иккен вӑл! Монтанеллин куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ. Техас пӑланӗ саваннӑра ҫӗрлехи шӑплӑхра тӗлӗрсе выртнӑ. Эпӗ сан ҫинчен шухӑшласа ҫывӑрма каятӑп. — Корольшӑн тесен эпӗ ун пек туман пулӑттӑм, — тенӗ Симурден. — Ҫапла вара, — кулараххӑн пуҫласа ячӗ студент, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, — панна Эвелина шучӗпе эпир халӗ мӗн калаҫни хӗрарӑм ӑс-тӑнне шӑнӑҫмасть, хӗрарӑма пӳрни — ача пӳлӗмӗпе тӗпел кукри таврашӗ ҫеҫ эппин. Ҫамрӑк ҫыннӑн сассинче мӑнаҫлӑх (вӑл сӑмахсем ун чухне вӗр ҫӗнех пулнӑ-ха) тата витлесе йӗкӗлтени илтӗнет; темиҫе ҫекундлӑха пурте шӑпланчӗҫ, хӗр пичӗ ӑншӑртпа хӗрелсе кайрӗ. — Ашкӑннӑшӑн эсӗ хисеплӗ ҫынсене кӑлӑхах вӑрҫса тӑкнӑ! — терӗ малалла Алексей темле ҫемҫереххӗн, вӑрттӑн калаҫнӑ пек. Мӗн тӑвӑн кунта, ӑнланаймастӑп? Анчах эп калани тӗрӗс. Анчах эпӗ ҫывӑраймасӑр ирчченех сехет шутласа ирттертӗм. Кӑна эпӗ бусурмансемпе вӑрҫӑ пуҫлас тесе каламастӑп: эпир султана мирлӗ пурӑнма сӑмах панӑ, вӑрҫӑ пуҫласан пире ҫав тери пысӑк ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен, эпир хамӑр законӑмӑр тӑрӑх тупа тунӑ.» Хапха умӗнче тутар лашисене — 3 лаша кӳлнӗ кибиткӑна куртӑм. Ну-ка, философ, ӑнлантарса пар мана ҫакна. — Ну — атя ҫывӑрма! — терӗ Артамонов, ҫирӗп урисем ҫине тӑрса. «Никама та ӑнланмалла мар ку. Ҫывӑх ҫыннӑм ҫук манӑн», — йӳҫеклӗн шухӑшларӗ Ромашов. Пуринчен ытларах вӗсем тӳпери планетӑсем хушшинче тӗрлӗ улшӑнусем пулма пултарассинчен сехӗрленсе тӑраҫҫӗ. Вӗсем, ҫӗр яланах хӗвел патнелле ҫывхарса пынине ӗненсе, юлашкинчен хӗвел ҫӗре ҫӑтса яма пултарассинчен хӑраҫҫӗ. Вӗсем хӗвел хӑҫан та пулин хытӑ япалапа витӗнсе ларса ҫутатми пулассинчен те хӑраҫҫӗ. Ӑна хирӗҫ ҫемҫе сасӑ:— «Ҫӗр тата унӑн мӗнпур пуянлӑхӗсем — манӑн» тенӗ турӑ, — терӗ. Тутлӑ шӑршӑ кашни сывласа илмессеренех кӑкӑр тӗпнех хӗсӗнсе кӗрет, апла пулсан та, ӑна кӑмӑллӑнах сывласа илетӗн. Хӑйӗн ывӑлне курни (ӑна вӑл шухӑшӗнче яланах «Ку манӑн наследник» тесе каланӑ, ҫавна пӑхни халь ӑна пит савӑнтарнӑ. — Пӗр вӗҫлӗ тӑватӑпах эпӗ, — терӗ малалла Василий, Надёжа тухсанах Маша ҫывӑхнерех куҫса ларса, — е графиня патне кайса, «ҫапла та ҫапла» тесе калатӑп, е… йӑлтах пӑрахатӑп та тӗнче хӗрне таратӑп, туршӑн та. Хӑй ҫав тери сисӗмлӗ пулнипе вӑл чӑнах та лайӑх сӗрме-купӑс пулнӑ. Ҫакӑ ачасене питӗ савӑнтарчӗ, вӗсем алӑ ҫупма пуҫларӗҫ, унтан «шнелль!» сигналпа подвалсенчен сиксе тухрӗҫ те юрлама тата ташлама тытӑнчӗҫ. Вӗсен сӑн-сӑпачӗ салхуллӑ, сарӑ ҫӳҫлӗ ҫынсем, чӑнласах германи халӑх йӑхӗ; ҫӗр чӑмӑрӗн поляр ҫаврашки патӗнче, пӑрлӑ-чуллӑ сивӗ ҫӗршывра, вӗсем хӑйсене хӑйсем ҫынсен обществинчен уйрӑм ҫутҫанталӑкра пурӑнса ирттерме пӳрнӗ ҫынсем пек туяҫҫӗ. — Пӑрах, — терӗ вӑл хыттӑн. Мӗнех вара сана? Ҫапла чан ҫапса тӑни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет. Тытӑҫу пулса иртнӗ-и тен, вара вӗсем ҫӗнтернӗ пулӗ. Халӗ вӗсем ҫыран хӗрринчи хӳме хыҫӗнче пулмалла. Ку хӳмене Флинт туса лартнӑччӗ. Нумай ҫулсем каярах. Карапран уйрӑлса кайнӑранпа ҫур сехет иртсен, вельбот ҫиле хирӗҫле пырса тӑчӗ — кит халӗ «Пилигримпа» кимӗ хушшинче. Тронӑн икӗ енӗпе, ылтӑнланӑ шлемӗсемпе питлӗхӗсене ялтӑртаттарса, утмӑл салтак йӗркеленсе тӑнӑ; вӗсен асли паян Ахилуд ывӑлӗ, хура кӑтраллӑ, хитре Элиав пулнӑ. Ӑна ватӑ Ивин чӗнни ҫинчен ҫамрӑк Ивин кӗрсе каламан пулсан, ку мӗнпе пӗтетчӗ-ши, пӗлместӗп. — Вӑл мана ҫавнашкал хытӑ юратманшӑн. Вал кӑшкӑрашма чарӑнсан, шӑплӑха кӑнтӑрлачченех нимен те хускатмасть, анчах кӑнтӑр ҫитсен, Варвара каллех никамран малтан мӗн те пулин юрласа яратех. Вӗлер мана! «А, ав епле сасӑпа юрлама пуҫларӑн, ылханлӑ нимӗҫ! халь пӗлетӗп ӗнте, мӗн тумаллине. — Ҫук, сэр, — терӗ Айртон. Хӗрача вилнӗшӗн пурте питӗ кулянаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫакӑн пек ӳкерчӗксем татах темиҫе ӳкерме тытӑннӑ пулнӑ-мӗн. «Эпӗ ҫӑхан пулатӑп!» терӗ пӗр хӗр, вӑйӑ картинчен тухса. Олизар кӗскен те ним тӗлсӗр-палсӑр кӗҫенсе илчӗ. Эпӗ хамӑн хуҫама вӑл ман пирки ҫав тери ырӑ шухӑшланӑшӑн пӗтӗм чӗререн тав турӑм. Анчах ҫак хушӑрах эпӗ ӑна хам чаплӑ ҫынсен ҫемйинче ҫуралманни ҫинчен, манӑн аттепе анне сӑпайлӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем пулни ҫинчен, ҫавӑнпа вӗсем мана ҫав тери нумай вӗрентме пултарайманни ҫинчен каласа патӑм. Ҫавӑн пирки ман сывлӑх пит хуҫӑлчӗ те, ман хуҫа ку часах вилет тесе хӑра пуҫларӗ. Тӑнран тухни ытлашши йывӑрах пулман иккен унӑн, час иртмелле пулнӑ, анчах та вӑл чул ҫине ӳкнӗ. — Пӗр самантлӑха кӑна, юлташ. Мистер Дэнс чылай вӑхӑт хушши нимӗн те ӑнланаймарӗ. Пӗр кӗске самантлӑха ҫеҫ унӑн усал ҫилӗллӗрех куҫӗсене куҫҫуль тӗтри карса илчӗ, анчах вӑл ҫак саманта ирттерсе ячӗ, сассине ҫирӗплетрӗ: — Ан тив, тӑвансем, пирӗн Иосиф Виссарионович юлташ вӑрӑм ӗмӗр пурӑнтӑр, пире ертсе пытӑр! — Эпӗ кирли мӗн сире? Чакса кайнӑ чух ҫунтарма ӗлкӗреймен те, халӗ ав, пур ҫӗрте те ҫунтараҫҫӗ. Тем мар. Джемма тирӗк тытса пӳрте кӗнӗ ҫӗре Пӑван ачана ҫуса, ӑна ӑшӑ утиялпа чӗркеме те ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Император ҫурчӗ хула варринче, икӗ пысӑк урам тӑваткалӗнче ларать. Ман пирки настоятель шухӑшласа кӑларчӗ. Ҫав кун эпӗ хам икӗ врангелевеца вӗлернӗччӗ. Патша эсӗ хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче!.. Ҫук, ӑна текех мӑйне пӑяв тӑхӑнтартса сӗтӗреҫҫӗ, вӑл кутӑнланса тапкаланать, хирӗҫлет, йӗре-йӗре ылханать. Андрее вӑл хӑй пытарасшӑн пулнӑ, унтан вара — тӑр пӗччен юлсан — вӑл тӑтӑшах вил тӑпри ҫине ҫӳреме ӗмӗтленнӗ. — Республиканецсем-и? Паянтан пуҫласа эпӗ сана «Игнатьевна кинемей» мар, «Чечек кинемей» тесе чӗнӗп. Ҫавӑнтанпа вӑл ӑна хӑй патне пӗрре те чӗнсе илмен! — Кам унта? — пуҫне ҫӗклемесӗр, хӑйӑлтатса илекен ҫиллес сасӑпа ыйтнӑ Ананий. — Эсӗ курнӑ-и ӑна? — шӑппӑн, пӑшӑлтатнӑ пекех ыйтрӗ Давыдов. — Арӑслан пекех! — пӑшӑлтатрӗ Световидов чалӑш кулӑпала. — Ҫил пирӗн ҫула май вӗрет-и? — тесе ыйтрӗ пичче. Вӑрҫӑ пуҫлансанах вӑл хӑй тӗллӗн ҫапла каланӑ: «Халь ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтет, йӑлтах арканать!» Ӑҫта эсир? Вӑт, чӑнах та, качака такине пахчана кӗртсе янӑ ӗнтӗ! Вӑл сиксе тӑчӗ те шаккакан тарҫине алӑк уҫрӗ: тарҫи кардиналӑн асапланса пӗтнӗ, хӑранипе тискерленнӗ сӑн-питне курчӗ. — Темскер пытаратӑн, — тавҫӑрса илчӗ Артамонов. Алексей темле хаяррӑн ялтӑракан куҫӗсемпе ун питӗнчен тинкерсе пӑхса илчӗ те:— Эпӗ сывалатӑп, — терӗ. Лётчик хӑйӗн пысӑк аллипе Алексейӑн хӗрлӗрех тӗслӗ хытӑ сухалпа витӗннӗ питне сӗртӗнчӗ. Ку ӗнтӗ, яланах тенӗ пек, американецсен ҫар пункчӗсем ҫывӑхне пырса ларакан ял пуҫламӑшӗ пулать; кун пек ялсем вара хӑвӑрт аталанса ӳссе кайса, пысӑк хуласем пулса тӑраҫҫӗ. Йӗнни, астӑватӑп-ха, диван хыҫне ӳкрӗ, эпӗ, каллех астӑватӑп, хама хам ҫапла каларӑм: «Кайран ӑна унтан илес пулать, унсӑр ҫухалма пултарать». Ҫынсем тискер кайӑкла хаярланса, пӗрне-пӗри хӗрхенме пӗлмесӗр ҫапӑҫаҫҫӗ. Ну, мӗн вара, ӗҫме те пулать. Хӗрарӑм тӗлӗнсе те хӑракаласа ун еннелле ҫаврӑнчӗ. «Ырӑ кун сӗнетӗп юратнӑ тусӑма, ырӑ ҫыннӑма, Иван Ивановича!» терӗ городничий. Чӑнах та вӗт, ҫакӑн чухлӗ вӑхӑта усӑсӑр ҫухатиччен, тӳрех кунта килмелле пулнӑ. Крепоҫа таврӑнсан, хампа мӗн пулнине эпӗ йӑлтах Максим Максимыча каласа патӑм тата ҫав пӳрнӗ тени ҫинчен вӑл мӗн шутланине пӗлес терӗм. Ӗлӗк хула управӗ, революци хыҫҫӑн рабочисен Совечӗн депутачӗсем пулнӑ ҫуртра, нимӗҫсен комендатури вырӑнаҫрӗ, ҫуртӑн крыльци умне часовой тӑчӗ, анчах халӗ вӑл хурҫӑ шлемпа мар, парадлӑ каскӑпа, ҫамки ҫинче унӑн тем пысӑкӑш император ӑмӑрткайӑкӗ йӑлтӑртатать. Эх, вӑл анса каять. — Эпӗ, Широкогоров, ҫапла шутлатӑп: акӑлчансем ҫӗнтерӗве пирӗнтен, пӗр сӑмахсӑрах, парне вырӑнне илчӗҫ, анчах хӑвӑр участокра эсир ыттисенчен нумай турӑр, ҫапах та пирӗнтен питӗ сахал турӑр; эсир тӑшмана чӑнласах ҫӗнтерме шут тытсан та, пирӗнсӗр нихҫан та ҫӗнтереймен пулӑттӑр. Ҫапла. Петров пӗрехмай самолётри лармалли вырӑнтан сике-сике тӑчӗ, ҫапӑҫу еннелле пӑхма тата бомбардировщиксене куҫпа пӑхса ӑсатса яма лармалли ҫӗре урисемпех хӑпарса тӑчӗ. — Ак сана япала! пӑч та кур эс Солохӑна! Мӑйне чул ҫыхса, ӑна шыва пӑрахсан тӗрӗсрех пулӗччӗ те… анчах ун пек тунӑшӑн мана ырах пулмӗ ҫав. Тепӗр чухне тата, пӗр-пӗр урапана икӗ упа кӳлсе, хӑнисем килӗшни-килӗшменнине пӑхмасӑрах, хӑнасене ҫав урапа ҫине лартса, уй-хир тӑрӑх ҫӗмӗрттерсе ҫӳреме кӑларса ярасси те пулкаланӑ. Юлашки Вагон Энска ҫити каятчӗ, ҫурма теттӗм вагонра халӑх туллиех, хӑшӗ тенкелсем ҫине, хӑшӗ урайне ларса тухнӑ, эппин пурте Энска каятчӗҫ пулӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, ҫамрӑк Пойндекстере вӗлернӗ пулсан, тата ӑна Морис Джеральд вӗлернӗ пулсан, вӗсем хушшинче тӳррипе кӗрешӳ пулса иртнӗ пулӗ, плантаторӑн ывӑлӗ вара аяла пулнӑ пулӗ. Хисеплемелле! Ну, юрӗ! Ан хумханӑр эсир. — Э-э! — Ан хӑра, кукамай, — терӗ ҫураҫтарса, — шухӑ ҫын мар ку, усал тумасть пире вӑл. Ку плана сире, мӗнле калас, асӑнмалӑх парнелетӗп. Малтанхи хут тӗл пулсанах эпӗ унӑн куҫӗсем епле ҫуталса кайнине куртӑм. Эпӗ кӗвӗҫнипе пулас, вӗсем хушшинче ҫавӑнтах, темле, электричество токӗ пулса тӑнӑн туйӑнчӗ: вӗсем епле пӑхкалани, кулкалани пӗр евӗрлехчӗ. Арӑм хӗрелсен — вӑл та хӗрелет, арӑм кулсан — вӑл та кулать. — Турӑ пулӑштӑр сана! — сӗнчӗ амӑшӗ. Куна пӗлме пит ансат. — Вӑл, — терӗ Саша малалла, — юлташсем ҫинчен кӑна шухӑшлать. — Чӗрене тивет-им? — кулса кӑшкӑрса ячӗ хохол. Ҫапла пурӑнӑҫа курмасӑр ҫывӑрса юлтӑм та вара, ватӑлмаллӑхра тата хам ывӑлӑн тарҫи пулса пурӑнатӑп. Паллах ӗнтӗ Исидорӑна курма! Ҫиле хирӗҫлерех тыт-ха, Болтон, тӑруках бейдевинда кӗр! — кӑшкӑрчӗ капитан, ӑҫталла пӑрӑнмаллине аллипе кӑтартса. Ку памфлетри чи начар вырӑн вӗт. Лена аллине калле туртса илмерӗ. Николай, астӑватӑн-и, пирӗн атте дивизинче Базаров лекарь пурччӗ мар-и ҫав? — Кунта ахаль пехота салтакӗсенчен пуҫне ҫуран жандармери те пур. Каҫхине эпӗ канашлама Шпыня учитель патне кайрӑм, вӑл ҫапах та, ӑслӑ, вӗреннӗ ҫын. — Мӗн ҫывӑрассипе? — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Никита: — Кунӗ-кунӗпе йытӑ пек чупса ҫӳретӗн те: ывӑнмасӑр унта, — ҫывӑрмасӑр пурӑн тата. «Мӗншӗн авӑртатӑн армана? — Чун! — кӑшкӑравлӑн каланӑ вӑл, хӑй кӑмӑлне кайнине курасах тесе. Унпа вӗсем вара мухтанаҫҫӗ. Анчах опера ӑнӑҫлӑхне юрӑҫӑсемпе солист-ташӑҫӑсем мар, массӑллӑ ташӑсем кӳчӗҫ. Тельмарш, мӗнле те пулин сасса е пулӑшма чӗннине илтӗп-ши тесе, тимлӗн итлесе пӑхрӗ. Пампассен хӗвеланӑҫ пайӗнче йывӑҫ евӗрлӗ мимозӑсем ӳсеҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ пайне ҫӑра курӑк пӗркенчӗкӗ витет — ҫаксем вара вӗсене хӑйне майлӑ сӑн-сӑпат парса тӑраҫҫӗ. — Хӑвӑр ирӗкӗрпе-и? Давыдов станицӑран тухнӑ-тухманах шӑнса кайрӗ. Воропаев, уҫӑлса ҫитеймен куҫӗсене мӑч-мӑч хупа-хупа илсе, сасӑ енне хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ: — Мӗн-мӗн? Эп сана итленӗ чух ман чӗрем савнӑҫпа ӳссе кайнине эс хӑвах пӗлетӗн! Яков Лукич картишне пырса кӗчӗ. — Вӑл ҫаплах ӗнтӗ, паллӑ: чӗре панулми мар, ӑна ҫурмалла уйӑраймӑн. — Анчах ку вӑйпа пусмӑрлани пулать-ҫке, пуҫсӑрланни, саккунсӑр хӑтланни пулать! — тесе кӑшкӑрашрӗ студент. Мӗнле мӗншӗн? Вара ӑна карчӑк та, Варя та, сӗтел ҫинче пӑсланса ларакан яшка та — куҫҫулӗ витӗр йӑлтах курӑнми пулчӗҫ; ватӑ ҫыннӑн хаяр куҫӗсем ун ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр хӗрхенсе пӑхрӗҫ. — Пӗтрӗ мыскара! — терӗм эпӗ доктора. Халӗ ӑна табак лартса ӳстерекен бригадӑна параҫҫӗ. — Вулас килет-и? Пӗр саманта аяккинелле сирӗлекен туратсем шӗлтӗртетни илтӗнчӗ, кайран йӑлтах шӑпланчӗ. Тата темиҫе ҫекундран никам та ун йӗрне тупма пултараймасть. Анчах мӑн-тӗр ыйтасшӑн эпӗ санран… Кӑшт чарӑнса тӑрса, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — Ҫурҫӗртен сире Савватеев подполковник пулӑшӗ, тен. — Динго вара? — аса илчӗ вӑл. Хулана паллӑ ҫын килсен, Грассини ҫав ҫынна хӑй ҫуртне илсе килме пӗтӗм вӑйран тӑрӑшнӑ. — Туртари вӑкӑрсем ывӑннӑ, ҫавах вӗсене те канӑҫ кирлӗ. Ҫитменнине тата эпир пурпӗрех шурӑмпуҫӗпе ҫул ҫине тухатпӑр. Аллине тытнӑ пистолета ман ҫине ҫӗклесе: «Пӗлсемччӗ, ху пураннӑшӑн эсӗ кама тивӗҫлине!» тесе кӑшкӑрнӑ чух, хӑйне хӑй астумастчех ӗнтӗ вӑл. Акӑ сӗтел хушшине ларчӗҫ. Ну? — тесе хунӑ. «Тӗлӗнмелле!» — тенӗ Алексей. — Ку та ҫавнашкал… авланман, ху ҫапах вараланнӑ пуль ӗнтӗ… — Давыдов кулянса пуҫне сулнӑ. — Ганс, ӗҫе тытӑнар! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Ав мӗн шухӑшласа кӑларнӑ чее хӗрсем! — терӗ Каленик, сӑмахӗсене тӑсса. Анчах Негоро урӑх пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Гаррис вара португал хӑйӗнчен унччен пулни-иртнине пытарать тесе шутларӗ, анчах ун ҫинчен ыйтса тӗпчемерӗ. — Лаша чупни те, йытӑ вӗрни те илтӗнмест-ха: эсир, тӗмсем хушшине тухса, ҫырма тӑрӑх кӑшт тӑвалла хӑпарма ӗлкӗретӗр; унта вара шыва кӗрӗр те ӑшӑх вырӑн тупса ман пата пырӑр — ҫапла тусан йытӑсем йӗр ҫухатаҫҫӗ. Сучок тӑрӑшсах, хӑсас килекен пуличченех тапака шӑршлать: сурать, ӳсӗрет, анчах ҫапах та ҫакӑ ӑна питӗ кӑмӑла каять пулас. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ пирӗн, пӗчӗк ҫынсен, авалхи йӗркесене питех шеллеме кирлӗ мар. Ӑна илме те, пама та яланах аван мар… Хаяр чунлӑ Магелланӑн савӑннипе куҫҫулӗ юхса аннӑ. Хӑйне йӗвен кӑмӑла каймасассӑн, вӑл ӑна хывса пӑрахма тӑрӑшать пулӗ. Ун чухне мӗн тӑвас-ха вара манӑн? Нимӗн туймиччен ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулас», — тесе шутларӑм эпӗ. Айккинче, айлӑмра, хурарах-хӑмӑр тусан пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ. Анчах та эпӗ ун чухне опытлӑ полярник пулман-ҫке-ха, ҫавӑн пек чух ҫывӑрни вӑл маншӑн вилессипе танах туйӑннӑ. — Сӑмах та ҫук, тӗрӗс, — терӗҫ пассажирсемпе «Дункан» капитанӗ. Чим, тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур: ӗнер каҫпа, тӗттӗмленсен, Нагульнова пенӗ. Ӑс-тӑнӗ катӑкрах пулнӑран ӗнтӗ, Яша хӑй нимӗҫсемпе мӗн ҫинчен калаҫнине йӗркеллӗн каласа пама пултараймасть. Вӑрлӑха им-ҫампа ҫума тата триерпа тасатма шухӑшлатпӑр-и? — Ах, пит шел-ҫке! — терӗ Луиза хӑй хуйхине пытарма хӑтланса. — Итле-ха: вӑтӑр тӑваттӑмӗш номерлӗ ҫурт хӳми ҫинче ҫакӑн пек паллӑ курнӑ-и эс? Хуларан пур ҫӗрелле те капӑрлӑх илӗртмӗшӗ-астармӑшӗ, ӑс-пӗлӳ сарӑлнӑ. Бульба евӗр, ывӑлӗсене хирӗҫ тухса чышкӑпа ҫапӑҫман пулин те, вӗсен хушшинче те час-часах — вӑхӑтне, вырӑнне пӑхмасӑрах, — ҫав тери хаяр тытӑҫусем пулкаланӑ. Мӗн калаҫан эсӗ, ачам! Кум пулатӑн, Давыдов юлташ! Ҫакӑн пирки тӗплӗн шухӑшларӑм та тӑлӑх арӑмӑн турринех пӑхӑнас терӗм, — эпӗ ӑна юрӑхлӑ пулайсан ӗнтӗ, — тӑна илсех ҫитерейместӗп-ха: мӗне кирлӗ пуль эпӗ ӑна, манран мӗн пайти пур, нимӗн те пӗлместӗп эпӗ, хама хам йӗркеллӗ тыткаламастӑп тата чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын та мар. Урра! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ак тата! Ҫаврӑннӑ чухне те шӑйрӑк хӑвармасӑр сухалас тесен, вӗсен стройри пекех сулахай урисем ҫинче ҫаврӑнма тивет! Пилӗк ҫул каялла вӗсене уйӑрнӑ шӑпа кукамай ҫуртӗнче иккӗшне каллех пӗрлештерчӗ, анчах ҫакӑнпа пӗрлех шӑпа вӗсем пӗрне-пӗри юратассине чӑрмантарма Николая (Машӑн тӑван мучӗшне) кӑларса тӑратрӗ, вӑл хӑй тӑванӗн хӗрӗ Василие качча тухасси ҫинчен илтесшӗн те пулмарӗ, ӑна ӑссӑр тата чарусӑр терӗ. Эпӗ ӑна хам Алексей Иванычпа хирӗҫсе кайни ҫинчен тата ӑна, Иван Игнатьича, секундант пулма ыйтни ҫинчен кӗскен каласа патӑм. Хӑй вӑл Дорогобуж таврашӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫав хӑй ӑссӑн калаҫса шухӑшланинчен пурте, Ситановсӑр пуҫне, мӑшкӑланӑ пек йӑл кулатчӗҫ — яланах тенӗ пек хӑшӗ те пулин усаллӑн хӗпӗртесе:— Шӑматкун ӗҫме пуҫлать ӗнтӗ… — тетчӗҫ шӑппӑн. Чӑпарланма пуҫланӑ хура ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑнинчен тата тискер кайӑкӑн пек шӗвӗр пичӗ тӑртанса лӳчӗркеннинчен — вӑл тин ҫеҫ ҫывӑрса тӑни палӑрнӑ. — Пӗр пӗчӗкскер килчӗ пирӗн пата, хе-хе! Серёжка килте ҫук-мӗн. Унӑн амӑшӗ, шурӑ питлӗ тачка хӗрарӑм, Павка ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ. Кхм! ку шухӑша нимӗҫлерен куҫарнӑ сочиненинчен илнӗ. Кӑкӑрӗ ҫине кипарис йывӑҫӗн пӗчӗк туратне тирнӗ, вӑл турат «Ҫамрӑк Италин» эмблеми пулнӑ. — Эсӗ каллех хӑвӑнне, — терӗ Ярцев, йӑлӑннӑ сасӑпа. Вӑйлӑ Топал-Хасая, Эмексиз систернине пула, мелнике хыҫалтан тигр пек авса илчӗ те аллисене ҫурӑмӗ ҫинелле пӑрма тытӑнчӗ. Вара эпӗ хамӑн ҫыхӑсене татма хӑтланса пӑхас мар-ши, тесе каллех шухӑшласа илтӗм. Ӑна ытла та хӑрушӑ! Вӑл Осадчий ҫумне ларнӑ, ӳсӗр те хӗп-хӗрлӗ, анчах хӑйне ҫирӗп тыткалать. Мӗнпур кӑкӑр анлӑшӗпе сывласа ярса, Игнат чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ, унтан, кӑкӑрӗ ҫумне аллисене хыттӑн тытса, чӗтревлӗ сасӑпа кӗлтума пуҫланӑ: — Мухтав сана, туррӑмӑр! Мӗнле вара Варшавӑна?» терӗ Янкель. Тӗлӗннипе ун куҫхаршийӗсемпе хулпуҫҫийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ. Никам та ӑна асӑрхамасӑр юлас ҫук! Ара эпӗ хамӑр айри тусен ҫӳлӗшӗ миҫе метр иккенне пӗлейместӗп-ҫке-ха. Эй, турӑ! Пӗтсех пыракан ҫуттӑм юлашки атомне куҫран ҫухатас марччӗ тесе куҫӑма хупма та хӑратӑп. Кашни карабинер айккинелле тӗлленӗ, вӗсенчен кашнийӗ вилӗм пульлине вӑл мар, хӑйӗн кӳрши алли ярӗ, тесе вӑрттӑн ӗмӗтленнӗ. — Кӑлӑхах! — тӗре Андрей, пат татса. Ну, ӗҫ сирте! — вӑл вара куҫҫуль тухмалла именсе кайнӑ Аннушкӑна виҫе хутчен чуптуса илчӗ. Хунар тытнӑ ҫынни ҫакна хирӗҫ кулкаласа тавӑрать: — Тӗрӗс, кайса пӗлтерместӗн! Хӑлхисенче пӑрлӑ ҫил шӑхӑрать, куҫӗсене куҫҫуль хупласа хучӗ, хупанкисем шӑнсах ларчӗҫ. Сире сӑхма пултарайман вӑл, анчах пур-пӗрех эпир ӑна пӗтеретпӗр. — Турӑҫӑм! Мӗнле лекнӗ-ха вӗсем унта? Эпир ҫапӑҫас тенӗ вырӑн тӗрӗс виҫкӗтеслӗх пек. — Мӗншӗн? — хуллен ҫеҫ ыйтрӗ те Никита, Алексей хӑйне хирӗҫ каланине илтрӗ: — Ун арӑмӗ ҫине куҫна ытлашши ан чакӑрт. Ахаль ҫӑкӑр ҫисе пурӑнма ҫылӑх, тет… Унпа куҫа-куҫӑн тӑрса кӗрешме хатӗрленнӗ-ха, хӑйне ҫав кӗрешӳре энтузиазмран урӑх нимӗн пулӑшаканӗ те пулман. — О пепкеҫӗм, пӗтӗмпех те саккӑрта кӑна пулнӑ эсӗ ун чух, — тенӗ Соломон салхун. — Ривьера, — терӗ Ральф, Лондонра тухса тӑракан хаҫатӑн корреспонденчӗ. Ҫулне-мӗнне пӑхмасӑрах, шур юра сирсе, Алексей тӳрех вӑрманалла, тупӑ сассисем илтӗннӗ еннелле шурӗ. Пугачева ҫак сутӑнчӑк кибиткӑран тухма пулӑшрӗ. Ҫап-ҫутӑ ҫиҫӗм татти-сыпписӗр тенӗ пекех ҫиҫет, пӗтӗм хӑлхана хуплакан аслати ҫапса кӗрӗслеттерсе тӑрать. Ҫак портран вӗсем тӳрех Европӑна каятчӗҫ. Анчах Андрий хӑйӗн умӗнче кам пулнине, хӑйсеннисем е урӑххисем пулнине курмасть: вӑл нимӗн те курмасть. Сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те, Маша чупса кӗрсе мана мӑйран ыталаса илчӗ, ҫухӑрса ячӗ. Ачасем, нимӗн пӗлмесӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа, малалла мӗн пулассине кӗтсе ларнӑ пек, лараҫҫӗ. Эпир часах пуҫтарӑнса, кашни чалӑшран икшер фут анаталла анса пыракан галерейӑна кӗрсе кайрӑмӑр. Амӑшӗ виле ҫинче макӑрнӑ пекех макӑрать, ашшӗ ун ҫине кураймасӑр, сиввӗн пӑхать: часах уйрӑлмалла пулни ӑна та тертлентерет, анчах вӑл хӑйӗн тивӗҫӗ, кӳрентернӗ ашшӗн тивӗҫӗ вырӑнне хурса, хӑйӗн туйӑмне — хӑйӗн ачашлӑхне палӑртмарӗ. Илтетӗп Павел каласа парать. «Унта ҫавнашкал ҫынсем лараҫҫӗ — вӗсемшӗн пуля та шел мар. — Ия, ҫапла. Икӗ карчӑк вара хӗрсе кайсах вутӑпа тата шывпа пулса иртнӗ ҫак тӗлӗнтермӗшсем пирки калаҫма тытӑнчӗҫ. Марийка горницӑна кӗчӗ. Амӑшне вӑл часах уттинчен, платйи чӑштӑртатнинчен тата темле пӗр хӑйне ҫеҫ тивӗҫ, ыттисем сисме-туйма пултарайман паллӑсем тӑрӑх пӗлме вӗренсе ҫитрӗ; пӳлӗмре миҫе ҫын пулсан та, вӗсенчен кашни мӗнлерех утса ҫӳресен те, вӑл яланах, пӗр йӑнӑшмасӑрах амӑшӗ ларнӑ еннелле ҫул тытатчӗ. Савӑтса-панӑ тирпейлӗ тытмасан, ӗне сӑваканӗсем, нумаях пулмасть-ха хам куҫпа хамах курнӑ пек сусан, паллах ӗнтӗ, сӗт яланах сая кайса пырӗ; вӗсем акӑ мӗнле сӑваҫҫӗ: сӑваканӗ ӗне айне пырса ларать, ҫиллине ҫуса тасатмасть, фактически, аллисене те ҫуман. Ним тума май ҫуккине ӑнланса, ҫынсем хӑрушӑ алӑк ҫине шӑппӑн та салхуллӑн пӑхса тӑчӗҫ. Чӑнах та, эпир, пӗрле ӳссе ҫитӗннӗскерсем тата ҫав хушӑра пӗр-пӗринпе кашни кунах курнӑҫнӑскерсем, халӗ, пӗрремӗш хут уйрӑлса пурӑннӑ хыҫҫӑн, епле тӗл пулмаллине татса пама йывӑр. — Ах, Александр Григорьев, акӑ мӗнлескер иккен эсӗ, лактометр ҫӗмӗрнӗ! — терӗ вӑл. Августӑн пуҫламӑшӗнче ҫанталӑк час-часах питӗ шӑрӑх пулать. — Ӑҫталла? — терӗ тарҫӑ. Тӗлӗнтеретӗн ҫав, туршӑн та! Ну, мӗн, пушӑ пичкесем турттарса пыракан лаша пекех ӗрӗхсе кайрӑн-ха. Арҫынсем хӑнана пӑшалпа ҫӳреҫҫӗ. Анчах та, хӑй пӑчӑртаса кӑларакан хурлӑхлӑ куҫҫулӗсем ҫине пӑхмасӑрах, кӳреннӗ ҫын аслӑ Артамонова кӑмӑла кайнӑ, вӑл уншӑн мунчара ҫемҫе те виҫеллӗ вӗри, тутлӑ супӑньпе кӑпӑкланӑ мунчалапа ҫыннӑн алли ҫитменнипе ҫурӑмӑн хыҫма май ҫук вырӑнӗсене сӑтӑрса яра-кан банщик пекех кирлӗ пулнӑ. … — Халӗ ӗнтӗ хӑвӑрӑн хулари лару-тӑру мӗнлине каласа пар. Ҫавнашкал ӗнтӗ ССР Союзӗнчи нацасӗм пӗр-пӗринпе хутшӑнса тӑни тӗлӗшпе иртнӗ тапхӑрта пулса иртнӗ улшӑнусем. — Вӑл яланах ҫавӑн пек ӗнтӗ: ҫын вӑл хӑй мӗн чухлӗ пӗчӗкрех, сӑмсине ҫавӑн чухлӗ ытларах каҫӑртать. — Ҫӗр! Унтан, «Тетка» сӑмаха темиҫе хут каланӑ хыҫҫӑн, вӑл тухнӑ. — Тӑвансем! — сасартӑк каллех кӑшкӑрса янӑ вӑл. — Нервсем… — мӑкӑртатрӗ Половцев. Корпус командирӗ хӑй ҫине тӑрӑннӑ кашни мӑшӑр куҫах тӗттӗм, пач ҫамрӑк, ӑслӑ та кулӑшларах куҫӗсемпе ылттӑн куҫлӑх витӗр тимлӗн тишкерсе, тинкере-тинкере пӑхрӗ. Фратю, эс арҫынсен чиркӗвне каятӑн-и? Ҫавӑнпа та ҫапӑҫӑвӑн малтанхи тапхӑрӗнче танкистсем те, вӗсемпе ҫыхӑнса таракан лётчик-истребительсем те ҫав тери хӑватлӑ ҫапӑҫӑва сӑнаса тӑракансем ҫеҫ пулнӑ. Сехет ытла ларчӗ вӑл фортепьяно умӗнче, шӑпланакан септимӑсем ҫинче чарӑнса, ҫав аккордсенех темиҫе хутчен каласа, майсӑррӑн ҫӗнӗ кӗвӗсем шырарӗ. — Мӗншӗн? Кунта хамӑр пуҫсене сыхлас пирки сӑмах пырать-ҫке. — Манӑн, тавтапуҫах, ҫывӑрас та килмест, — тавӑрчӗ Лукашка. Вырӑсласкер-и вӑл сирӗн? — ыйтрӗ Феничка, икӗ аллипе йывӑр питлӗ кӗнеке томне илсе. Кунсерен вунсакӑршар сехет ларса ирттерет. Атте мана яланах: «Енчен алӑ айне чӑх лексен, ил ӑна, мӗншӗн тесен, эсӗ ӑна ху ҫимесен те, вӑл кама та пулин кирлӗ пулма пултарать, ырӑ ӗҫ сая каймасть», — тетчӗ. — Аркатса тӑкнӑ ӳкерчӗк ҫумне кусене эпӗ хамран хушрӑм ӗнтӗ, — анчах вӑл нимех те мар, Ниловна, нимех те мар! — Ну… Доктор вӗсене чӗнсе илчӗ те, хамӑр вӗсен валли апат-ҫимӗҫ тата тар хӑварни ҫинчен пӗлтерчӗ, унтан ку припассене мӗнле тупмалли ҫинчен ӑнлантарса пама пикенчӗ. Леш хут татӑкне икӗ сехет ҫурӑра София мисс ӑҫта та пулин Гарнипе тӗл пулса тухса тартӑр тесех хунӑ пуль; ҫак хут татӑкӗ ҫинчен те, София мисс хӑйне мӗнле тыткалани ҫинчен те унӑн ашшӗне каласа памалла пулнӑ манӑн; вара ашшӗ ӑна питӗрсе лартатчӗ те, ҫакӑн пек хӑрушӑ инкек пулмастчӗ. Ҫапла мар-и, Джон? Вӑл мана палласа илчӗ, ӑшшӑн кулса ячӗ, анчах манӑн унпа йӑпанса тӑма вӑхӑтӑм ҫук. Атту ватӑ салтаксен, ҫулсем иртсе пынӑ май,тӑнӗсем сапаланма пуҫлаҫҫӗ… Кӑмӑлӗ ун пек мар. — Эпӗ те ҫавӑн ҫинченех калатӑп. Вӑрман ҫывӑх ӗнтӗ. Мачча айӗнче, вӑрӑм шнур ҫинче читлӗх ҫакӑнса тӑрать; унта кӗске хӳреллӗ чиж вӗҫӗмсӗр чӗвӗлтетет, сиккелет, читлӗх вӗҫӗмсӗр сулланса чӗтӗрет; кантӑрвӑрри пӗрчисем ҫӑмӑллӑн патлатса ҫӗре ӳкеҫҫӗ. Сасартӑк алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, такам ури айӗнче урай чӗтренсе кайрӗ. Фелим ку таранччен нихҫан та хӑй хуҫи ҫавӑн пек хӗрӳленсе кайнине курман, — мустангер час-часах сунартан лассо вӗҫне пилӗк ултӑ лаша кӑкарса тавӑрӑнсан та, вӑл ун пек пулман. Вокзалра поездсене тытса илнӗ. Вӑл питӗ те тӗлӗнмелле ҫын… Вӗсем урайӗнче ик арҫын сарӑлса выртнине курчӗҫ. Галлипе Риккардо Пӑвана ытла та мала хуни ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсем хушшинче пурне те ас парса вӗрентме тӑрӑшакан ҫын пулман чухне питех те аванччӗ, тесе шутланӑ. — Хут вӗренетӗп! — терӗ вӑл йӗрес пек ӗсӗклерех. — Мӗнле япала? — хӑвӑрт ыйтрӗ Исидора, хӑй пӑшӑрханнине тин ҫеҫ палӑртса. — Ӑҫта вӑл япала? Ҫемен! — Штраф! — кӑшкӑрчӗ старик. — Эпӗ калатӑп пулсан, тӗрӗс ӗнтӗ; тепӗр тесен, мур пӗлет ӑна! Ҫакна Говэн хӑй курчӗ. Анчах мана карап ҫине илнӗ хыҫҫӑн икӗ кунтанах пассат ҫил килсе ҫапрӗ те, кӑнтӑр еннелле нумайччен кайрӑмӑр; Ҫӗнӗ Голландирен иртсе кайсан, ҫул хӗвеланӑҫнелле — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле тытрӑмӑр, унтан кӑнтӑралла – кӑнтӑр-хӗвеланӑҫнелле тытса пытӑмӑр та юлашкинчен Ырӑ Шанчӑк мысӗ патӗнчен пӑрӑнса иртсе кайрӑмӑр. Хайхи сасартӑк ман умма шкул парттисем тухса тӑчӗҫ те, эпӗ, чӑн пулнӑ чухнехи пек, ачасен тулли кӑмӑлпа кулакан пит-куҫӗсене куртӑм. Утатӑп та! Алексей куҫӗсене хупсанах, ун умӗнче пӗрин хыҫҫӑн тепри — пӗрисем уҫӑмлӑрах, теприсем тӗтреллӗрех — палланӑ сӑнсем мӗлтлетме тытӑнчӗҫ: Михайло мучи хӑйӗн кӗмӗл тӗслӗ ҫӳҫӗсем айӗн ун ҫине пӑшӑрханса пӑхрӗ; Пӗр каҫхине, ҫывӑрма выртас вӑхӑтра, Синопа кӗскен кӗлтуса Сивӗ Амӑшне чӗнсе каланӑ. Салтӑнса пӗтерсен, Христофор аттепе Кузьмичов кӳме айне сулхӑна пичӗсемпе хире-хирӗҫле выртрӗҫ те куҫӗсене хупрӗҫ. Анчах арман хуҫине часах ҫаклатрӗҫ. Ку тапхӑрӗнче ӑна закон йӗркипех татрӗҫ. Апла лешсем ҫинчен нимӗн те шарламастпӑр. Ман умра-и? Туя кайма тухнӑ пулсан татаччӗ! Бурка умне пӗшкӗннӗ Половцев тӑчӗ, сиввӗн ыйтрӗ: — Ну, мӗн тата? Пичче вӑр-вар машина пускӑчи ҫине пусрӗ те машинӑна хӑпартрӗ. Сентресем ҫинчи кӗтессенче симӗс тата кӑвак кӗлӗнче кӑкшӑмсем, бутылкӑсемпе фляжкӑсем, Венеци ҫыннисем, туроксем, чӗркессем касса тунӑ кӗмӗл черккесем, ылттӑнланӑ алтӑрсем тӑраҫҫӗ: ун чухнехи вӑрҫӑлла вӑхӑтсен йӑлипе вӗсем Бульбӑн пысӑк пӳлӗмне ытти ҫынсем урлӑ килсе кӗнӗ. Эпӗ пӗр авалхилле тирпейленӗ таса пӳлӗме кӗрсе тӑтӑм. — Ирӗк парӑрччӗ, ваше превосходительство, хӑвӑрпа пӗччен калаҫма, — терӗ юлашкинчен исправник. Эпир сире уншӑн нихӑҫан курман чухлӗ тӳлетпӗр: эпир сире икӗ, ылттӑн червонец паратпӑр». Вӑл тупӑка пӑхмарӗ те: унӑн хуппине кӑшт шутарчӗ те ӑна тупӑкӗ ҫине пӑрӑмласах ҫыпӑҫтарса хучӗ. Инсаров Стаховсем патӗнче пулмарӗ, анчах Елена ӑна пӗрре Мускав ҫырми патӗнчи пысӑках мар ращара, ҫынсенчен вӑрттӑн курчӗ. Эпӗ, сӑмахран, питӗ лайӑх пӗлетӗп: эсир манӑн хӑнӑхнӑ йӗркесене, манӑн туалета, юлашкинчен манӑн тирпейлӗхе кулӑшла тесе шутлатӑр, анчах ҫак вӑл пӗтӗмпех хама-хам хисепленӗ пирки, тивӗҫлӗхе пула пулса пырать; ҫапла-с, ҫапла-с, тивӗҫлӗхе пула. Ҫеккунтлӑха офицера хӑрушӑ пулса кайрӗ. — Мӗншӗн? Команда кӑмӑллӑ пулни курӑнчӗ, кунтан ӗнтӗ тӗлӗнмелли те ҫук. Ман шутпа, пӗр судно ҫинче те командӑна кунти пек ирӗке яман пулӗ. Вӗсем, моряксене икӗ порци грок партарас тесе, темӗнле сӑлтавпа та усӑ куратчӗҫ. Юлашкинчен ӑна пӗрре ӗҫе кая юлса пынӑшӑн асӑрхаттарчӗҫ, вара Павел — ку унӑн пурӑнӑҫӗнче пулас чи пысӑк хӑрушлӑхӑн пуҫламӑшӗ — стройран тухса ӳкесси иккенне ӑнланса илчӗ. Ӗнер Алексей, ҫул кӗскелтӗр тесе, умри япаласене тӗллесе пыратчӗ: хыр-и, тунката-и е ҫул ҫинчи лакӑм-тӗкӗм, — вара вӗсем патне ҫитме васкатчӗ. — Ҫапла ара, ҫапла! Тахҫан питӗ илемлӗ пулнӑ, анчах халӗ пушӑ та сӗвек, тӗттӗм те ытти ҫӗрсенчи пекех шӑп пӳлӗмсене вырнаҫнӑ парти комитетӗнче сывмар та хӑрах ураллӑ полковник путевкӑсӑр-мӗнсӗрех, хӑй ирӗкӗпе те пӗчченех канма килни ҫинчен, кунта пер-пӗр пӗчӗк ҫурта арендӑна илсе, хӑйне кирлӗ пек пурӑнас шутпа килни ҫинчен илтсен, каласа ҫук тӗлӗнчӗҫ, — путевкӑпа килнӗ пулсан — ҫур хуйхӑччӗ-ха, мӗншӗн тесен санаторисенчен пӗр иккӗшӗ ӗҫлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Эх, таптаса лапчӑтрӑн эсӗ мана, пӗтерсе хутӑн! Ҫулҫӳревҫӗсене вӑл ҫак ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ, ӑна хӑйне те юхӑм ҫак вырӑна кӑларса пӑрахнӑ. Мана кӗҫ-вӗҫ тытатчӗҫ, ҫавӑнпа хутаҫа ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта чикме лекрӗ, вырӑнӗ пит меллӗскерех пулмарӗ… Ку чудаксене те — Баринова, Кукушкина — сирӗн ӑнланас пулать. Мери княжна ҫаксене манран та лайӑхрах курса тӑрать. Кӗтессе хӗснӗскер, вӑл хӑй команда пирки лайӑх мар хак парса йӑнӑшни ҫинчен йышӑнмалла пулчӗ. Матроссенчен нумайӑшӗ кӑтартуллӑ ӗҫлерӗҫ, мӗнпур команда хӑйне хӑй питӗ лайӑх тытрӗ. Хӑй тухса каяс умӗн Дубава Токарева, Клавичёка каялла строительствӑна илсе килсе, ӑна ҫӗнӗрен организациленӗ ушкӑн пуҫлӑхӗ тума канаш пачӗ. — Ҫапла, тул ҫутӑлса ҫитрӗ, — терӗ Яхно салхуллӑн. Пурӑнӑттӑм ҫапла пӗр вӗҫӗмсӗр, ӗҫлӗттӗм татти-сыпписӗр!.. Салтак чавса таран тавӑрнӑ сылтӑм аллине кӗсйинчен кӑларчӗ те пире кӑтартрӗ… Алли шурӑ, вӑйлӑ, ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ ҫӑмпа витӗннӗ. Ҫакна пула, тӗрлӗ ҫӗршыв посланникӗсем япаласем урлӑ хӑйсем калаҫма пӗлмен ҫӗршывсен королӗсемпе, министрӗсемпе пӗр-пӗринпе ҫӑмӑллӑнах ӑнланма пултараҫҫӗ. Ҫынна хурласси, элек, сӑмах-юмах сарӑлӗ Мускавра! Акӑ ман пата та килтӗр. Кам пулатӑн эс? — кӑшкӑрнӑ пекех каланӑ вӑл. — Ҫаплах ара. Каларӑн вӗт-ха эсӗ мана, юрататӑп, авланас тетӗп, — терӗн. Вӑл — пӗтерекен хӑват. Вӗҫсе кайиччен тумалли вӑл-ку ӗҫсем татах та пурччӗ-ха, вара эпӗ штурманпа стрелоксене аэродрома ятӑм та, хам Ледковпа пӗрлех унӑн окрисполкомри кабинетӗнче тӑрса юлтӑм. Анна Степановна тухса кайрӗ. Анчах вӗҫсе каяс умӗн епле пулин те ун патне кӗрсе сывпуллашма калаҫса татӑлнӑччӗ ӗнтӗ эпир. — Эппин, калӑр-ха тӳррипех, — терӗ Ледков, — мӗнле пурӑнать унта пирӗн старик? Скайльс япӑх чул сарнӑ картише кӗчӗ. Тулта кӑкарӑнса тӑракан телейсӗр лашасем ҫумӑр айӗнче кӗҫенсе илеҫҫӗ. Анчах вӗсен хуҫисене те шӑтӑк-шатӑк ҫийӗн айӗнче кӑшт ҫеҫ авантарах. Хамӑн мӗнпур пурлӑхӑма православнӑй тӑван ҫӗршыв алтарӗ умне хума сӑмах паратӑп. — Чимӗр-ха, чимӗр, — тавӑрчӗ Василий Иванович, тутисене кӑмӑллӑн пӑркаласа. Ун хыҫҫӑн плевательницӑсене тасатмалла. — Чирлӗ эпӗ, калаҫмашкӑн та йывӑр. — А! — Аттеҫӗм, пачах та чухӑна хӑварчӗ. — Тепре куриччен ҫав! — терӗ ун хыҫҫӑн офицер, сӳрӗккӗн кулса илсе. Эпӗ ҫапла уҫӑмлӑ та хӑвӑрт пуплеме пултарнине асӑрхасан, таса атте мана пиллерӗ те ҫапла каларӗ: «Ҫырса пӗлтер аҫуна, эпӗ ӑна манмӑп, сан ҫинчен те шухӑшлӑп». Огнянов шартах сикрӗ. — Ҫук. Ман упӑшка вӗсене Лондона илсе кайрӗ — сирӗн аҫун интересӗсем ҫапла тума хушаҫҫӗ; анчах эпӗ унта мӗн ҫырнине пӗр сӑмахне сиктерсе хӑвармасӑр каласа кӑтартрӑм. Тата ҫакна кӑна каламалла: Йӗпе ҫине сапа тенӗ пек, хут ҫинчи нумай сӑмахсене шыв пӗтернӗ, вӑл крушени хӑш вырӑнта пулнине кӑтартакан долготана та хӗрхенсе тӑман… Малалла вӑл Воропаевпа ывӑлне пӑхса пурӑнма сӑмах панине хӑй халӗ те астуни ҫинчен тата полковника тутӑ та ҫи-пуҫне питӗ тӑвас килни ҫинчен каларӗ, анчах унӑн полковника валли пасартан ҫу тата ҫӑмарта илсе тӑма укҫи те ҫук, пуласси те паллӑ мар, тата унӑн пӗр полковника ҫеҫ мар пӑхса пурӑнмалла, — кам пӗлет, тем те курмалли пулӗ пурнӑҫра. — Мӗн ӗҫлетӗн эсӗ кунта, шкет? — ҫынсем пекех ыйтрӗ шуйттан. Телефон пурри ҫинчен ӗнтӗ мансах кайнӑччӗ, темиҫе кун хушши ӗҫлеменччӗ вӑл, халь ак ӗнтӗ пӑх та кур ӑна. Талькав ҫапах та килӗшмест. Вӑл ҫапла виҫӗ хутчен ҫапса илнӗ. Крэнкбиль килне кӑшт хӗрӗнкерех таврӑнать. Курӑпӑр: еврейсене ҫаратаҫҫӗ пулсан, петлюровецсем пулаҫҫӗ, «юлташсем» пулсан — калаҫнинчен паллӑ пулӗ. Ҫавнашкал кашни йӑварах пилӗк ҫынтан пуҫласа ултӑ ҫын таран пытанса пурӑннӑ. Чӑн та, Алексее макӑрнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Эхер те кунта хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен шуса кӗрес пулсан, эпӗ акӑ ҫак стенана ҫамкапа шӑтарсах тухса таратӑп! Хӑлхаллӑ ҫӗлӗк, ваткӑллӑ йӗмпе пиншак тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххи хушшине пуртӑ чикнӗ старик лашасене йӗвенӗсенчен ҫавӑтса вакӑ патне илсе пынӑ та, хӗрарӑмсем пӑр катӑкӗсене пакурсемпе турта ҫара ҫунасем ҫине хунӑ. Акӑ мӗншӗн вӑл ҫыру сӗтелӗн сунтӑхне пӗр сӑмахсӑр туртса уҫрӗ те пистолета илчӗ. — Шӑппӑнрах калаҫ, атту илтме пултараҫҫӗ, — терӗ Давыдов. — Эпӗ ахаль те шӑппӑн калаҫатӑп. — Асӑрханмастӑн эсӗ… — Ҫитӗ! Ҫур ҫул асӑрханса пурӑнтӑм, урӑх хал ҫитмест! Ҫакнашкал туйӑмпа мӗнччен тӑнине астумастӑп, вӑл мӗнле туйӑм пулнине те пӗлместӗп; вӑхӑтлӑха хам ҫут тӗнчере пурӑнни ҫинчен манса кайнине тата мана ӑнланмалла мар ырӑ, паха та хурлӑхлӑ киленӳ йӑпатнине кӑна пӗлетӗп. Игнат ӑна мӗнпур кӑмӑлтан тӗплӗ ответсем панӑ, анчах ачана унӑн отвечӗсем килӗшмен, уншӑн вӗсенче интересли те, ӑнланмалли те пулман, хӑй мӗн илтес тенине вӑл ашшӗ сӑмахӗсенче тупайман. Лётчиксен пысӑк ушкӑнӗ (Алексей Мересьев та ҫав ушкӑнра тӑнӑ) ун чух ҫӗнӗ пулнӑ «Ла–5» текен совет истребителӗ ҫинче вӗҫме вӗреннӗ. Пӗр-пӗринпе тавлашакансем — уйрӑмах вӗсенчен пӗри — хӑйсене хӑҫан курок туртса яма ирӗк парассине кӗтсе тӑрас ҫукчӗ пулӗ. — Чӑнах-и? — Мӗн вара, батюшка? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ старик. Эсир мана хирӗҫ пырас ҫуккине пӗлетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен… Ҫапла. Полозов васкамасӑр ҫирӗ, кашни турилкке ҫине ӳпӗнчӗ, кашни татӑках тенӗ пек шӑршласа пӑхрӗ, малтан вӑл ҫӑварне эрехпе чӳхесе илет, унтан ҫӑтса ярать те тутисене чаплаттарать… Хӑшӗ-пӗрисем ӳкрӗҫ те, ура ҫине тӑма пултараймасӑр, малалла тӑват уран упаленме пуҫларӗҫ. Ҫакнашкал вара вӗсем талӑкӗ-талӑкӗпех. Макҫӑм пичче шухӑшӗпе, ачана пӳрнӗ пултарулӑхне малашне унӑн — Макҫӑмӑн — аталантармалла, хӑйӗн ӑс-тӑн тата витӗмлӗх вӑйӗпе суккӑр шӑпан тӗрӗсмарлӑхне пӗтермелле, пурнӑҫшӑн кӗрешекенсен ретне хӑй вырӑнне ҫӗнӗ никрут тӑратмалла — ҫак ӗҫе унсӑр пуҫне никам та тума пултараймасть. Е эсир ҫав тери лӑпкӑ ҫын-и вара? Алӑк хыҫӗнчен, урайӗнчен, пуҫ курӑнса кайрӗ, — хӗрлӗ ҫӳҫ, пӗркеленчӗклӗ хӗрлӗ пит. Унтан вара татах тепӗр чӗлӗ ырӑ шӑршӑллӑ ыраш ҫӑкӑрне ярса тытрӗ. Хӑмӑш аврине илетӗп, хуҫатӑп… Ҫапла мар-и, господин исправник? Телее пула, эпӗ ун пек тумарӑм. Ҫӗр хуппи айӗнче ҫакӑн пек хӑпарса, чакса, ҫилпе те тӑвӑлсемпе хумханса тӑракан тинӗс сарӑлса выртнине хӑҫан та пулин кам шухӑшлама пултарнӑ? Хула халӑхӗ шхуна килнипе калама ҫук интересленнӗ, вӗсем пурте тинӗс хӗррине васкаса анчӗҫ. Эпӗ йӑласене пӗлетӗп. Чӑнах та ҫаврӑнӑҫ пысӑк, анчах ҫапах та интереслӗ ҫул. Пуля ҫеҫ лексен, юрӗччӗ-ха, пыршу-пакартусене йывӑҫ ҫине ҫакса хума пултарать. Пӗчӗк хуласемпе район центрӗсенче хыпалансах комендатурӑсемпе гарнизонсем вырнаҫнӑ. Тепӗр тесен, уҫҫӑн татса нимӗнех те калаймастӑп, мӗншӗн тесен малалла кайма шиклентӗм, тет. Ҫырансен тӑрӑшшӗпе карап ҫӗмрӗкӗсен мӗнле те пулсан ванчӑкне тупсан та — хуҫӑк рангоут е ахаль йывӑҫ татӑкӗ, этем алли витӗр тухнӑскер пулсан — экспедици ҫавӑнтах инкеке лекнӗ ҫынсене шырама пикенеччӗ. Анчах ун пек-кун пек нимӗн те куҫ тӗлне пулмарӗ, «Дункан», хӑй ҫулӗпех кайса, тӗтреллӗ Клайдран тухнӑранпа хӗрӗх икӗ кун иртсен, Талькагуано бухтинче якӑр ярса ларчӗ. Анчах ӑслӑ патшан ҫивӗч тӑнӗ вӗсен ӗмӗт-шухӑшне маларахах тавҫӑрса илнӗ ӗнтӗ, хӑй енчен политикӑн ҫип-ҫинҫе серепине хуллен-хулленех явма пуҫланӑ, унпала вӑл акӑ сӗмсӗртерех куҫлӑ та йӑпӑлти сӑмахлӑ ҫак мӑнӑ ҫынсене ҫавӑрттара-ҫавӑрттара ҫыхса, йӑлмакласа хурӗ. Тӗрӗс — ҫылӑхлӑ эпӗ! Ҫамрӑк нӳкер, Соломон пӑхнине чӑтаймасӑр, пуҫне ҫӗкленӗ те, куҫӗсемпе патшан тарӑхнӑ, хӑрушӑ куҫӗсене тӗл пулса, кӑвакарса кайнӑ, йынӑшса янӑ. Хам ӑҫтине ниепле те ӑнкараймастӑп, тӗлӗк куратӑп-и тетӗп; аса илме хӑтланатӑп, пӗтӗмпех тахҫан, иртнӗ эрнере пулнӑ пек туйӑнать. Нагульнов, пуҫне пӗшкӗртсе, хӑйӗн хумханнипе нӳрленнӗ аллипе Кондратӑн тӳрӗ тӑсса панӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна пӗтӗм вӑйпа пӑчӑртаса, кӑштах чӗтрекен сассипе савӑнӑҫлӑн:— Юлташӑм! Шурлӑх ҫумӗн иртсе пынӑ чух вӗсем тӑрна, пулӑшу ыйтнӑ майлӑ, хурлӑхлӑн кӑшкӑрнине темиҫе хутчен те илтрӗҫ. Пукрав ҫитиччен пирӗнтен кам хуҫалӑхри ӗҫе туса пӗтернӗ? «Хамӑрӑн» тенине илтесси ырӑ япала-ха вӑл. — Апла пулсан, мӗн тӑвас тетӗр-ха эсир? Ромашов шарт сиксе, чӗтренсе илчӗ те куҫне ун ҫинчен аран-аран уйӑрчӗ. Кантра вӗҫне хапха урлӑ печӗ те Ерофей Кузьмич, ҫаврӑнса тӑрса, кӑкӑрне ярса тытрӗ. Йывӑҫ ҫинчен ман сасса илтсен, вӑл тӗлӗнсе хытсах кайрӗ — малтан нимӗн те ӑнланаймарӗ. Сире кӑмӑлласа, сире пулӑшма шутлакан инҫетри ҫулҫӳревсен штурманӗ И. Климов. Ҫак ытарлӑ старик тумланасса та хӑй ватӑ иккенне юриех кӑтартас шутпа тумланнӑ пек туйӑнать: шӑлавар чӗркуҫҫийӗсемпе куртка чавсисем кивелнӗ, шултра ҫипрен тӗртсе тунӑ плащӗ вара пулӑҫӑсен нумай вӑхӑт тӑхӑннипе тӗсне ҫухӑтнӑ плащӗсенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Том кун пек япала пулса иртнӗ хыҫҫӑн никама та ӗненмелле мар иккен тесе шут тытрӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех тав туса пурӑнӑттӑмччӗ сана. — Вӑл та ҫав. Унӑн пичӗ-куҫӗ кӑвакарнӑ, вӑл хӑрӑлтатса сывлать, анчах ҫапах та вӑл кардинал еннелле ҫаврӑнса, шуралса кайнӑ тутисемпе йӑл кулчӗ те шӑппӑн:— Куншӑн сире, святой атте, калама ҫук пысӑк тав!.. — терӗ. Ваҫили Андрейч хӑрани халь пӗтӗмпех иртсе кайнӑ, лаша ҫинче пынӑ чух пит хӑранине, тата кӗрт ӑшне пӗчченех юлсан, унтан та ытларах хӑранине астуса илсен кӑна вӑл хӑранӑ. — Сарлака, алӑсем ҫитмеҫҫӗ. Эсир Ледкова пӗлетӗр-и? Хускалмасть те, чӗрех-ши? — Пӗлсен, мӗн паратӑн вара пире? 1846 ҫулта Крик миссионер ним те тӑвайман ҫӗрте эпӗ хамӑн ӗҫсем ӑнса пырасса шанатӑп, кӗскенрех каласан, Яру-Дзангбо-Чу шывӗ ӑҫтан-ӑҫтан юхса иртнисене сӑнаса ҫӳреме каятӑп. Вӑл шыв Гималай сӑрчӗсен ҫурҫӗр енӗпе юхса выртать. Тибет ҫӗрне пин те пилӗкҫӗр миль таран шӑварса иртет. — Вӑл тунӑ ҫав ӗҫе, — терӗ Ромашка, темле ирсӗрӗн киленсе. Вӑл хӑйӗн ашшӗ пирки, Веллингтон герцог пирки иккӗленнӗ. Халь ӗнтӗ вӑл пӗрре те приказ панисене ача пек вӑр-вар туса пыракан связной пек туйӑнмарӗ. Билль Галлей тимӗр таканлӑ аттипе шаклаттарса, палуба тӑрӑх ҫӳресе килчӗ те, Джон Мангльс умне ҫитсен, сасартӑк чарӑнчӗ. Идите: се аз посылаю вы яко агнцы посреде волков!» — Vorwӓrts! Ярӑнса кӑна утса пыракан Митман обер-лейтенант сӑртран ял патнелле аyма пуҫларӗ. Малтанах подпоручик ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, каярахпа ун сасси ҫиллессӗн чӗтренсе илчӗ те, вӑл кунта мораль ҫинчен итлеме килмен тесе хушса хучӗ. Ку ҫуркуннен этем чунне нимрен вӑйлӑрах пырса тивекен уйрӑмах паллӑ тапхӑрӗ: пур япала ҫинче те ҫап-ҫутӑ, анчах хӗрӳсӗр хӗвел йӑлтӑртатать, шыв шӑнкӑртатать, ула лаптӑксем тухаҫҫӗ, сывлӑш уҫӑ, ҫепӗҫ сенкер тӳпе витӗр курӑнакан вӑрӑм пӗлӗтсемпе хупӑрланать. — Пӗлетӗр-и, — тет Том, — ку мана питӗ тӗлӗнтерет. — Мӗнле? Хӑрасах карӑм; ну, эсӗ кашкӑр пулсан, каях аяккалла! тетӗп. Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет. Хам тӑрӑшсах ларнипе эпӗ вӗсен чӗлхине аванах вӗренсе ҫитрӗм. Ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем алӑ сула пуҫларӗҫ; мӑн сӑмсаллӑ пӗчӗкҫеҫ карчӑк, кӑвак тутӑр ҫыхнӑ пирки ҫиллес ҫӑхан пекрех курӑнаканскер, пропеллер ҫил кӑларса кӗрлеме пуҫласан, кабинӑра ларакан Дегтяренко патне хӑра-хӑрах пычӗ те ӑна тутӑрпа чӗркенӗ чӑх ашӗ тыттарчӗ; Ҫав портикӑн, е галерейӑн, хыҫалти стени ҫине статуйӑсем валли ултӑ вырӑн уйӑрнӑ, статуисене Одинцов урӑх патшалӑхран ҫырӑнса илме шухӑшланӑ. Вӑл статуйӑсем Пӗчченлӗхе, Шӑплӑха, Шухӑшлӑха, Салхуллӑха, Вӑтанчӑклӑха тата Туйӑмлӑха пӗлтермелле пулнӑ. Вӗсенчен пӗрне, Шӑплӑха пӗлтерекен хӗрарӑм-турра, пӳрнине тутисем ҫине хунӑскере, илсе килсе лартнӑ та пулнӑ; анчах ҫав кунхинех дворовӑй ачасем унӑн сӑмсине катса пӑрахнӑ. — Ну, мӗнле, ларатӑн-и? Эпӗ хамӑн мӗскӗн кимӗ тӗпне выртрӑм та, пулас ӑраскала парӑнтӑм. — Пӗр каласан, сан ҫинчен сӑмах пымасть: эсӗ ҫамрӑк пулсан та, ҫакна ҫийӗнчех асӑрхарӑм, малашне санпа, арҫынпа калаҫнӑ, пек калаҫӑп, — терӗ вӑл. Юлташӗсене термитсем ҫинчен каласа пама май тупӑннӑшӑн хӗпӗртерӗ вӑл. Эх, ҫакӑнта хӑть пӗр термит-кӑткӑ та пулин тупӑннӑ пулсан!.. — Ҫак тӗлӗнтермӗш хурт-кӑпшанкӑ, — пуҫларӗ энтомолог-ученӑй, хӑйне кам та пулин итленипе-итлеменнине пӑхмассӑрах, — ҫак тӗлӗнтермӗш хурт-кӑпшанкӑ вӗтӗ шӑпӑр ҫунатлисен шутне кӗрет: янах шӑмми пуҫӗнчен вӑрӑмрах, вӑйлӑ аталаннӑ, аялти ҫунаттисем нумай чухне ҫӳлтисемпе пӗр тан. Танкистсем командир машини ҫинчи раципе йышӑнса тӑнӑ Совет Информбюровӗн сводкисенчен фронт линийӗ хӑйӗн тӑван вырӑнӗсем патне ҫитсе тухнине пӗлсен, вӑл тек тӳссе тӑрайман, хӑйӗн юлашки боецӗсемпе пӗрле (вӗсем ӗнтӗ пурӗ те саккӑрӑн ҫеҫ юлнӑ пулнӑ) вӑрмансем витӗр фронт патнелле тухма пуҫланӑ. Ҫакӑн пек йытӑ Петербурга е Мускава лек кӑна, пӗлетӗр-и, мӗн пулнӑ пулӗччӗ? Кайри пӳлӗмре леш атте тусӗсем — шуйттан килсе янӑ вӗсене пирӗн ӗнсе ҫине — кунӗн-ҫӗрӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ, кунта — эсир… Клисурӑна ҫитсен, Рада хулана хальтерех кӑна куҫса килнӗ Муратлийский арӑмӗ патне чарӑнчӗ. Е регуляторсем суд тума тӑхтанӑ пирки кулянаҫҫӗ пулӗ, е кам та пулин ҫав тӗлӗшпе обществӑн шухӑшне хытах ҫавӑрма тытӑннӑ пулмалла. Вӗсем ҫине мӗн чухлӗ пӑхатӑн, вӗсем сана ҫавӑн чухлӗ ытларах тинкернӗн туйӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ ҫеҫ Павкӑшӑн Сухарькӑна халех тытса лӑскасран чаракан пӗртен-пӗр сӑлтав пулса тӑчӗ. — Мӗнпе аванрах вара? Тен… Шыв айӗнчи темиҫе кӗске самант — вара пурте пӗтрӗ те! Мӗн тӑвас тетӗн, эпӗ ултӑ вӑкӑр тара илтӗм, темиҫе осетин кӗрӗшрӗҫ. Кӑнтӑрлахи апат умӗн бастионри штабс-капитан хӑйӗн черетне ирттерсе таврӑнчӗ те вӗсен ушкӑнне пырса хутшӑнчӗ. — Эпир сирӗн хыҫҫӑн пыма хатӗр, — терӗ пуриншӗн те Том Аустин. — Ҫук, хаклӑ Мэри, вӗсем нихҫан та апла тумӗҫ, — терӗ Паганель. Ҫак сасӑсем янӑранӑ чух сире темӗнле аван пек, ҫав хушӑрах хӑрушӑ пек туйӑнса каять. Ҫак пӑлхавӑрҫӑсенчен эсӗ ҫеҫ чӗррӗн тӑрса юлтӑн. Санӑн тата капитан пулма чикӗнсе кӗрес ирсӗрленӳ ҫитет-и? Амӑшӗ хохол чарӑнса тӑнине илтрӗ, вӑл ҫак самантра кула-кула илнине туйрӗ. Мӗн эс мана пӗр май Задекӑпа анӑш тӑватӑн? Вӑл тӗлӗнсе иккӗленнӗ пек туйӑнать: эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, кӗтмен ҫӗртен эпир пырса кӗни ӑна питех хаваслантармарӗ пулас. Шутланӑҫем, Алексей пуҫне шухӑшсем капланнӑ. «Ай-ай, ҫӗр вӑрӑм-ҫке!» — тенӗ Ваҫили Андрейч, сивӗ пирки ҫан-ҫурӑмӗ сӑрласа кайнине сиссе; каллех тумтирне тӳмелесе чӑрканнӑ та, ир пуличчен чӑтас тесе, ҫуна кӗтессинерех пӑчӑрӑнса ларнӑ. Кандов мӗнле майпа кунта пулма пултарни ӑна, чӑн та, тӗлӗнтерсех ячӗ. — Кӗрӗк таҫта-ха манӑн, камилавкӑ та ҫухалнӑ, унта кӑвак куҫлӑх та пурччӗ. Лакей мана кӳртесшӗн те марччӗ, анчах эпӗ пӗр сӑмах каласа хурсанах вӑл аллисене лаштах усрӗ. Йытӑ илсе кайман та, таки ывӑнса чупайми пуличченех ун хыҫҫӑн ҫыран тӑрӑх хӑвалама лекрӗ. — Сулахаййинче? Марьяна вырӑн ҫине ларчӗ, урисене хӑй айне хутлатса хучӗ, Оленинран кӗтесселле сиксе куҫрӗ те, ун ҫине ним чӗнмесӗр, хӑравҫӑ та кайӑкла куҫсемпе пӑхса ларчӗ. — Туйӑннӑ пекех ытла хӑрушӑ мар ӗнтӗ. Ҫӗр ялтан кая мар пулӗ тен, вӑт ку вара пысӑк сиен! — «Ӑҫтан пӗлес ӑна ман». Вӑт пуплет — ним ӑнланма ҫук! Ҫылӑхсӑр мар-ҫке ӗнтӗ! — Кам эс? — шанмасӑр асӑрханса ыйтрӗ вӑл, аллинчи пӑшалне антарса. — Тавтапуҫ сана, Бенито тусӑм. Вӗсене Пысӑк кӳлӗсен енне ӑсатрӗҫ. Тутисем унӑн сиксе чӗтренӗ, куҫҫуль тумламӗсем мӑйӑхӗсем ҫинчен кӑкӑрӗ ҫине ӳкнӗ. — Ҫук, ахаль ял кӑна вӑл, анчах питӗ хӑвӑрт ӳсекенскер, ҫавӑнпа та килес вӑхӑтсенче часах хула пулса тӑма тивӗҫлӗ. Анчах вӑл ӑҫтан пӗлнӗ-ха ҫав карчӑк ӑна «пӑсса яма» хӑтланнине? Малалла каяс тесен — калле яр, сулахаялла каяс тесен — сылтӑмалла яр. Питӗ аван. Вӗсем мана чӑхсене ещӗк ҫине лартакан е шӗлепке тӑхӑнса хулпуҫҫи ҫине корзинка лартса килӗнчен тухса каякан халап-юмахсенчи Абрама аса илтеретчӗҫ. Ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ! Тӗрӗссипе каласан, ҫав тырра урӑх ҫӗршывсене сутма пуҫтараҫҫӗ, хресченсен вара, вӑл шутрах колхозниксен те, питӗ хаяр выҫлӑх тӳссе пурӑнма тивет. «Тивес мар, хӑта, кантӑр! — терӗ винокур, голована аллинчен тытса чарса. — Унан пысӑк аппӑшӗ чирленӗ, вӑл ӑна курма кайнӑ, — терӗ вӑл. Паян кунӗпех вӑл кӗпе-тумтир суйласа ирттернӗ… — Ҫук, эсӗ ху кала. Пӗр уйӑха яхӑн иртсе кайрӗ. — Тав турӑм, — терӗ вӑл пӗтӗм тулли кӑмӑлӗнчен. Сывӑ пулӑр! Эсӗ ху хӑрӑм тасатакан ҫын пулсан, хӑпар эппин, йытӑ ҫури, пӳрт тӑррине!.. Клавдия Михайловна палатӑна кӑчкӑ кӑларнӑ темиҫе ҫӳҫе туратти илсе пычӗ. Вӑрҫӑ пурнӑҫӗпе пурӑнакан, баррикадӑсемпе каркаласа пӗтернӗ Мускава вӗсем ӑҫтан пырса лекнине те пӗлме пулман. Кашнин сӗтелӗ ҫине вӑл пӗрер турат лартса пачӗ. Вӑл манпа час-часах калаҫма хӑтланса пӑхрӗ, анчах вӑл сӑмахӗсене чылай уҫҫӑн каларӗ пулсан та, сасси ман хӑлхана шыв арманӗ пекех кӗрлесе хупласа лартрӗ. Ҫак кӗпене тӑхӑнасса пӗлсе эпӗ юриех чечексем илсе килтӗм. Чиркӳ карти патӗнче, кӑвак ҫирӗксен вуллисем хушшинче, качака кӗтӗвӗ ҫӳренӗ, качакисем вылямалли япаласем пекех курӑннӑ; вӗсене хӑрах куҫлӑ фельдшер Морозов, авалхи Гюрис ткачӑн мӑнукӗ, ӗрчетнӗ, — фабрикӑри хӗрарӑмсем хӑйсен ачисем валли качака сӗчӗ нумай илнӗ. — Эпӗ ҫакна каласшӑнччӗ. — Ҫимен ҫав. Джемма ӑна ҫак самантра: «Сик тинӗсе — юрать-и?» тенӗ пулсан, Джемма юлашки сӑмахне каласа пӗтериччен вӑл тӗпсӗр тинӗселле ҫиҫӗм пек хӑвӑрт вӗҫнӗ пулӗччӗ. Вӑл кун паллӑраххи нимех те пулмарӗ, анчах кунне кӑнтӑрла иртсен виҫ сехет тӗлнелле эпӗ кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле каякан парӑса асӑрхарӑм. Эпӗ хам тӳрех хӗвелтухӑҫнелле каяттӑм, шутласа пӑхнӑ тӑрӑх ҫав вӑхӑтра Блефускуран ҫирӗм тӑват миляра пулнӑ. Шутсӑр ӗненмелле тӑвать вӑл ҫакна. Шыва ӳкнӗ йывӑҫ ҫилпе юхӑм вӑйӗсене парӑнса кисренчӗ, вырӑнтан тапранса юхса кайрӗ. «Халӗ ӗнтӗ кун вӑрӑмланать, ҫӗр кӗскелет», — тет пӗри. Юлашкинчен:«Сирӗн ҫурма хуҫайккӑ Журина», — тесе ҫырма шут тытрӗ; ку ӑнланмалларах пулать. Барометр: 29,7». Мустангерӑн тусӗсем унӑн суранӗсене хӑйсем пӗлнӗ пек ҫыхса янӑ, анчах урӑх ӗнтӗ ним тума та пулман. Совет пилӗк-ултӑ кун хушши пырать. Вӑл мана чарсах тӑраймарӗ. — Пар, каласа пӗтерем. Павелӑн куҫӗ савӑнӑҫлӑн ҫуталса илчӗ. Ҫӳлте чӑнкӑ ту тӑрринелле авалхи упӑте кармашкаласа упаленсе улӑхать; ҫирӗп сывлӑшра пысӑк ҫара ҫерҫи евӗрлӗ алӑ-ҫунатлӑ птеродактиль вӗҫсе ярӑнса ҫӳрет. Мачча ҫинче тифпа чирлесе выртнӑ чух, вӑл: — Моральре ирӗклӗхпе ирӗксӗрлессин элеменчӗсем гармонилле пӗрлешсе тӑмалла, — гармонилле, гар-гар-гарм… — тесе кӑшкӑратчӗ. — Ой, мӗнле телейлӗ эпӗ! Мӗнле тивӗҫлипе мар, мӗнле ытла хӑвӑрт пулчӗ ку!» Тымартан тунӑ катӑк кӗтеслӗ пирус коробкипе выляса, Илья ашшӗн питӗнчен пӑхрӗ: — Ҫук, эпӗ татах вӗренетӗп-ха. Юлашки кунсенче полкра пулса иртнӗ событисем ҫак туйӑма пушшех ҫивӗчлетрӗҫ. — Чим-ха, епле апла «урасем ҫук» пулать? Каҫа хирӗҫ вӑйлӑ ҫил вӗрме тапратрӗ. Ҫав самантрах чашлатакан сасӑ илтӗнсе каять: капитан пуҫӗ тӗлӗнче вӑрӑм ҫӗлен явӑнса илнӗ пек туйӑнать. — Мӑнаккӑшӗ пулнӑ пулсан, вӑл унӑн пӗтӗм ӑшчиккине пӗҫертсе яратчӗ, унӑн пӗтӗм пыршине нимӗн хӗрхенмесӗр ҫунтарса яратчӗ… — Качча тухатӑн та — вара мӗнле? — Ӑҫта каятӑр эсир?.. — хӑраса ӳксе пӑшӑлтатма тытӑнчӗ Щукарь мучи. Пӑван ҫӑварне карса тата туртӑнкаласа хӑйӗн куҫне пир кӗпе ҫаннипе шӑлса илчӗ. Тӗрӗс тӑватӑн! Эпӗ ыйтма чарӑнтӑм та чейник лартма хушрӑм. Ҫапла ҫав, пурте улшӑнса пынӑ. Мӗн тӑвас-ха манӑн унта ҫак аслӑ этем хыҫҫӑн? — Кунне аванах ирттертӗр-и? — чӗвӗлтетрӗ Устенька. Бей арӑмӗ хӑех-ши вара? — тӗлӗнчӗ Мичо арӑмӗ. Йӗкӗте каллех ӗненми, шанми сисӗм хыпса илчӗ: — Ку япала мана кирлӗ мар, тӑванӑм… — Ну, тӑванӑм, халь ун куҫӗ тӗлне ан пул, — терӗ кимме ӑсатса янӑ казаксенчен пӗри, Лукашка енне ҫаврӑнса, — илтрӗн-и, сан ҫинчен мӗнле ыйтрӗ? Пурӗпӗрех, Флоринда. — Эпӗ сире йӑлтах ӑнлантарса парӑп. Лекрӗмӗр эпир санпа. Сӑмах паратӑр-и эсир? Халь ӑнланатӑн-и ӗнтӗ? Ҫав ҫын мана пула хӗн курать!.. «Вилсе пӗтчӗрччӗ вӗсем пурте! Ах, эпӗ асаилтӗм халь! — тесе кӑшкӑрнӑ та вӑл, хӑйне пуҫӗнчен ярса илнӗ. Сасартӑк Дик Сэнд пурне те шӑпланма паллӑ пачӗ. Жоржьен!.. * * * Тепӗр вырсарникун Джемма мадзинитсен Флоренцири организацин комитетне ҫыру ячӗ. Ҫав ҫырура вӑл политикӑллӑ пӗр ӗҫ тума шухӑшлатӑп, ҫавӑнпа та парти умӗнче хальччен ответлӑ пулнӑ ӗҫе темиҫе уйӑх иртмесӗр тума пултараймастӑп, тесе пӗлтерчӗ. — Итлӗр-ха, — терӗ хӗрарӑм, сӑн-питне самаях ҫемҫетс, — ун ҫийӗнче халь платье; эпӗ, тӳррипе каласан, яланах тӑхӑнса ҫӳрекен платье мар, урӑх платье тӑхӑннӑ пек туса ӳкерттересшӗн, тата вӑл ешӗл тӗмсен сулхӑнӗнче лартӑр, умра уй-хир курӑнтӑр, инҫетрех кӗтӳ ҫӳретӗр е пӗчӗк вӑрман пултӑр… вӑл балсене е йӑлана кӗрсе ҫитнӗ вечерсене ҫӳренин палли ан пултӑр. Этем ҫӳлӗшӗнче ак ҫакӑн пек касса ҫырса хунӑ: «Кунта И. Л. Татаринов капитана пытарнӑ, вӑл чи хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри пулнӑ, хай тупнӑ Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен каялла таврӑннӑ чух 1915 ҫулта июньте ҫакӑнта вилнӗ. Эп сана яланах каласа пырӑп, юрать-и? Унта, пӗр пӑхӑрҫӑн тӗттӗм мастерскойӗнче, эпӗ кӑтра пуҫлӑ, тӗлӗнмелле кӑвак куҫлӑ ҫамрӑк ҫынна куртӑм, вӑл кастрюль лудить туса ларатчӗ, анчах хӑй пӗртте рабочи тӗслӗ марччӗ. Праҫникре нимӗҫсем Мускав ҫине сывлӑшран пысӑк налёт тума шутланӑ. Пирӗн сулӑ шыв ҫинче калама ҫук вӑйлӑ ҫӗкленет те, пӗр ҫирӗм чалӑша ывтӑнса каять. Аллуна парӑр, Ниловна! Пӗр ача ытларах е сахалтарах, Соломоншӑн ку ниме те пӗлтермест. Казначейство канцлерӗ Флимнап канат ҫинче сикнипе уйрӑмах чаплӑ тесе шутланать. Хытӑ карӑнтарнӑ канат ҫинче вӑл ҫав империри ытти улпутсенчен пуринчен те сахалран та пӗр дюйм ҫӳлӗрех сикме пултарнӑ. Мӗнпе те пулин пулӑшма пултарӑп-и, тен, сана? Анчах Париж ҫыннисен малта пыма тивӗҫ пур. Пурте кулаҫҫӗ. Ҫывӑхра сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳренӗ чух кашкӑр выҫӑпа вилмест. Вӑл ӗнтӗ хӑйне хӑй хӑнӑхтарса ҫитернӗ: вилӗм ҫинчен шухӑшласси ҫук унӑн. Чӗре кӑвакарчӑн пек сикет, юн ун патне вӗҫӗмсӗр пыра-пыра капланать те, йӗрес килсе каять. Пурӑнас! Зинаида каллех кулса ячӗ… Вӑл кулса ячӗ, Валькӑран уйрӑлса манпа юнашар ларчӗ. Ҫӗрле эпӗ каллех шиклене пуҫларӑм. Шырланпуҫри автансем тӗлӗнмелле нумай тӗрлӗ сасӑпа авӑтаҫҫӗ, ун пекки чӑнах та сайра тӗл пулать. Эппин, кунта шыв айӗнче пит тарӑнра тахҫанах вилсе пӗтнӗ авалхи тӗлӗнмелле пысӑк тискер кайӑксенчен пӗри йӑраланса ҫӳрет пулмалла; ку тискер чӗрчун акулӑран та ҫӑткӑнрах, китран та хӑрушӑрах пулас. Цимбал тута хӗррисемпе чаплаттарса илчӗ: — Лессор мар пулсан, клиноках ӗнтӗ. Ҫакнашкал дон-жуанла хӑтланнӑшӑн иккӗмӗш хут каҫармастпӑр эпир сана! Эпӗ хамах кайса килем… — Мӗн илтрӗр вара эсир, мистер Кольхаун? — тесе ыйтрӗ регуляторсен пуҫлӑхӗ. Менелник кунне саламласа ҫырнӑ вуникӗ йӗркеллӗ сӑвӑ хатӗр пулчӗ, класс пӳлӗмӗнче эпӗ ӑна чи паха хут ҫине куҫарса ҫырма тытӑнтӑм. Килни, Половцевпа Лятьевский ҫине путӑк чакӑр куҫӗпе пӑхса, паҫӑрхи пекех йӑл кулчӗ. Мана рулевой салхуллӑн, ним чӗнмесӗр тӑни тарӑхтарать. Ҫапах та эпӗ бюрора сирӗн ҫинчен ыйту лартатӑпах. 2. Эпир ятарласа ирӗк памасӑр вӑл пирӗн тӗп хулана пырса кӗме пултараймасть, ирӗк парсан та хулари ҫынсем хӑйсен килӗсене вӑхӑтра тарса пытанма ӗлкӗрччӗр тесе, икӗ сехет малтан пӗлтерсен тин пырса кӗме пултарать. Маунганаму сӑрчӗн алӑпа уҫса янӑ кратерӗнчен ҫав хушӑра темӗн чухлӗ пар тата хӗрсе кайнӑ чулсемпе лава йӑтӑнса тухрӗ. Унӑн аллисем хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗҫ, — кирек мӗнле пулсан та, унӑн пуҫ мими вӗсене ҫӗкленме хушрӗ. Мӗнле пулса тухать-ха, сирӗн шутпа? Эпӗ пӗтрӗм ӗнтӗ. Павел хуллен калама пуҫларӗ. Пӗр ҫӗр машина пулать пулӗ. Пур ҫӗрте те тенӗ пекех хӑлха чиккинчен те ҫӑвар урлӑ параҫҫӗ. Ну, «Мандрыче» юрласа илтӗн те тӳрре тухрӑн, — старик хӑй те кулса ячӗ. Феничка скамье ҫинчен тӑчӗ те, ун ҫине пӗр чӗнмесӗр пӑхрӗ. Вӑл, ӗшеннипе, йӑлт шурӑхса кайнӑ, ҫамкине шӑлса илнӗ, унтан, Фома патне диван ҫине пырса ларса, калаҫма пикеннӗ: — Наукӑна — ан тӗкӗн! Огняновпа студент хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн савнӑ каччи курайманнине салхуланса калама ҫук тарӑхрӗ, ҫӗткеленсе ҫӳрерӗ. Ҫуртӑн кӑвак тӗслӗ чул стенисем тӑрӑх явӑнса ӳсекен пӗчӗкҫӗ розӑсен шурӑ-кӗрен яраписем ҫӳлелле улӑхаҫҫӗ. Каларӗ те халӑх хушшинчен хӑяккӑн хӗсӗнсе тухрӗ, тутисене тӑп тытса, хыр айне сулхӑна кӗрсе тӑчӗ, вара хула ҫыннисемпе рабочисене хӑй тӗлӗнчен, парадри салтаксене ирттерсе янӑ пек, пӑхса ирттерме пуҫларӗ. — Унӑн пит-куҫӗ те усалӑнни пекчӗ! — тесе кӑшкӑрса илчӗ виҫҫӗмӗш пирачӗ, чӗтресе илсе. — Ҫав ӗҫре пурте суяҫҫӗ, вӑл ӗҫӗ ҫавӑн пек ӗнтӗ, пурне те намӑс, нихӑшӗ те никама та юратмасть, ахаль — ашкӑнса хӑтланни ҫеҫ… — тесе каланӑ Сидоровӑн лӑпкӑ сӑмахӗсем халӗ те асрах тӑраҫҫӗ. Анчах тар мӗнлине шӑршласа курнӑ! Тӗрӗс мар-и, капитан? Паллах, эпӗ манӑн Королева ытти мӗнпур хӗрарӑмсем пекех юратать тесе пӗр минут та шухӑшламанччӗ, офицерӗ те ҫавӑн пек шухӑшлама май памастчӗ. Пусмапа васкаса ҫеҫ анаттӑм, Лала мана, пӗр-пӗр пӑлхавҫӑ тейӗн, кӑшкӑрса та ячӗ… Мӗншӗн хӑваласа ятан вӗсене? Шалтан чӗнессе кӗтмесӗрех Боримечка чи малтан шӑтӑка кӗрсе кайрӗ те Огнянов аллине куҫҫуль витӗр хӗссе тытрӗ. Джек хитре пӗчӗк колибрине курма тивӗҫ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл колибри кайӑк пурӑнакан ҫӗршыва лекнӗ вӗт. Ҫанталӑк сивӗ тӑратчӗ, пуҫне вӑл нимӗн те тӑхӑнманччӗ, хура ҫӳҫне икӗ пая уйӑрса туранӑ, пӗр ҫивӗтне ҫӑварне хыпнӑ. Ҫӳре пирӗн театра, мӗн шуйттанне унта! Хӑйне такам сӑнанинчен хӑранӑ пек асӑрханса, вӑл тӑватӑ уран тӑчӗ те, йӗпе михӗ ҫинче аллисемпе шуса, тепӗр май ҫаврӑнса ларчӗ. Аминь! — О, тип шапасем! — кӑшкӑрать вӑл. Тепре куриччен, Проксима! Йӗкӗт ҫапла хумханни Челкаша аван маррӑн туйӑнса кайрӗ. Эсӗ халь Елена патне ут, эпӗ каятӑп… Аннушка патне тесе шухӑшлатӑн-и эсӗ? — Эсир, чунӑмҫӑм, мана ҫав ӗҫе хутшӑнтарӑр-ха, чӗререн ыйтатӑп! — терӗ амӑшӗ. Половцев есаул, Яков Лукич патӗнче пурӑнса, хӗрсех ҫуркуннепе восстани пуҫласа яма хатӗрленет. — Апла, санӑн пилӗк доллар та вунӑ цент юлнӑ. Унта, сӑртсем пуҫланнӑ вырӑнта, йывӑҫсем сахал пулнӑ. Акӑ вӗсем каллех лутра тент айне ларса, выртса пӗтрӗҫ, — ӗҫеҫҫӗ, чӑмлаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ, лӑпкӑн та йӗркеллӗн халапласа шыв ҫинелле пӑхса пыраҫҫӗ, пӗр сехет малтантарах ҫеҫ вӗсем шӑхӑрса, йытӑпа ӗслетнӗ пек кӑшкӑрса хӑтланман та темелле. Ак тамаша! Вӑл алӑк ҫинелле пӑхса илчӗ те пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ: — Акӑ, кухарка ырӑ кӑмӑллӑччӗ, анчах та халӗ хаярланса кайрӗ, яланах темле ӳсӗр пек. Кӗтмен ҫӗртен ҫак ҫын килсе ларнипе тертленсе пӗтнӗ Инсаров диван ҫине выртрӗ. Апат хумалли сырӑшӗсене пӳлӗм варрине, апатланакансем хушшине, лартрӗҫ. Сырӑшӗсем ҫине хӑмасемпе пӳлсе апатланакансем чухлӗ уйрӑм пӳлмексем тунӑ. Апатланаканӗсем кайри урисене хӗстерсе улӑм ҫине мӑнкӑмӑллӑн ларса тухрӗҫ. Лида ӑна хулпуҫҫинчен ыталаса тытса, унпа пӗрле пӳрте кӗрсе кайрӗ. Стена ҫумӗпе ик-виҫӗ утӑм шуса кайрӑм та, сасӑ тата уҫҫӑнтарах илтӗне пуҫларӗ. «Тупата туршӑн пӗлнӗ: ыр кӑмӑллӑ панччӗ». Чурӑс чунлӑ этемӗн ҫывӑх ҫыннисем инкек-синкек курнӑ чух виҫӗ туйӑм хускалать: тӗлӗнесси, кӑмӑлӗ туласси — инкек хӑй пуҫӗ ҫине ӳкмен-ҫке — тата вӑрттӑн савӑнасси. Эпӗ ҫынсене кӑлӑхах муритлемешкӗн тивӗҫӗм пур тесе шутламастӑп. Мӗншӗн ҫилленетӗн-ха эсӗ мана? Тепӗр сехет иртсен, Елена хӑрах аллипе шлепкине, тепринпе мантилйине тытса, дачӑри хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗме шӑппӑн утса кӗчӗ. Тархасшӑн, ҫаксене пурне те ҫырса хурӑр. Сӑнӗпе вӑл темшӗн савӑннӑ пек туйӑнать. Вӑл вилӗ ҫынна хулпуҫҫийӗнчен тытрӗ те, пӗтӗм вӑйне пухса, месерле ҫавӑрса хучӗ, — хытса ларнӑскер, туратлӑрах муклашка пекех йывӑр иккен вӑл. Кӗрӗр. Ку таранчченех ҫын ҫиекен йӑхсенче ҫын шӑлӗ те укҫа вырӑнӗнче — ярмаркӑра ҫын шӑлӗсенчен тунӑ шӑрҫа ярӑмне мӗнле те пулин туземец мӑйӗ ҫинче курма пулать, — ку ҫынни ҫав шӑлсен хуҫисене, тен, хӑех ҫисе янӑ пуль, — анчах юлашки ҫулсенче кун пек укҫапа усӑ курма пӑраха пуҫларӗҫ. Эпӗ каллех хам сӑмаха каларӑм. Тин-тин-тин! Ҫыран хӗрринчен юханшыв ҫинелле пӑхкалатӑп та, унта лӑпкӑ. Эпӗ ҫак ӗҫ хыҫӗнчен хама темле вараланчӑк ҫын вырӑнне хутӑм. — Эпӗ те ухтарман. Апла, унӑн тӳпи хӑйӗнчех юлнӑ. Вӑл чӑн-чӑн казак тесе эпӗ сана тӗп-тӗрӗс калатӑп! Вӑл сенатра обер-секретарь пулса ӗҫлет. Алексей хӑйӗн тӑлласа лартнӑ пек урисемпе пӗр утӑм ярса пусма кӑна ӗлкӗрчӗ, тетӗшӗ ӑна ҫавӑнтах хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ: — Кун пек калаҫмалла марччӗ те санпа, — атте манпа чышкӑпа ҫеҫ калаҫатчӗ. Нагульнова ӑна култарма йывӑр, май та ҫук тейӗн, анчах халӗ вӑл та тӳссе тӑраймарӗ, тута хӗррисемпе йӑл кулчӗ те, Дубцов ҫине пӑхса, пуҫне ӳпкевлӗн сулкаласа илчӗ. Кунта пӑлхав тапраннӑ пуль те, ӑна кӗрешӳре вӗлерчӗҫ пуль, е хӑй валли ӑҫта та пулин пытанмалли шыраса кӗнӗ пуль те, ӑна тупса вӗлернӗ пуль? Анчах эпӗ тата тӗплӗрех пӗлтерес тесе рашперсем, тӗлӗнмелле пысӑк чӳлмекӗсемпе хуранӗсене тата ҫав кухньӑри ытти пит тӗлӗнмелле хатӗрсем ҫинчен каласа парсан, мана никам та ӗненес ҫук. Владимир Гаврила Гаврилович килне ҫӳреме тахҫанах пӑрахнӑ. Джеммӑна унӑн куҫӗсем чӑрсӑр та хаяр пек курӑнчӗҫ. Сире унта лайӑххи нимӗн те кӗтмест. Ҫакна йӑлтах Алексей шутласа мар, туйса илчӗ. Шалыя парнеленӗ хыҫҫӑн, тепӗр кунне, Нагульнов Лушкӑпа уйрӑлчӗ. Урамра, ҫынсем умӗнче… — Шансах каятӑн-и Почаева? — ыйтрӗ варринче пыраканни тепӗр самантран. Манӑн мӗн ҫуралнӑранпах ҫынна хирӗҫ пырас йӑлам пур, пӗтӗм кун-ҫулӑмра манӑн чӗре е ӑс-тӑн хушнипе вырӑнсӑр хирӗҫ пыни палӑрать. Вара ачасем каллех чупма тытӑнчӗҫ. Эпӗ Иван Никифоровича питӗ лайӑх пӗлетӗп, вӑл авланма ӗмӗт тытманнине те калама пултаратӑп. Сасартӑк Гусев кӑшкӑрса ячӗ: — Тем, пирӗн умра Уйӑх мар пулӗ те?.. Кайран вара хӑй ӗҫне пӗтӗмпех парӑннӑшӑн, палӑртса хунӑ ҫул-йӗртен пӑрӑнманшӑн ӑна ним пӗлмен ҫын, килте ӳснӗ художник тесе мӑшкӑлакансем те хисеплеме пуҫланӑ. Куҫӗ суккӑр пулса юлчӗ, анчах сӑн-пичӗ тӗрӗс-тӗкеллӗн курӑнать. Ҫакӑнпа иккӗленӳ аптратать те мана, Кондратушка… Социализма эсӗ куҫҫульпе ҫӑвӑнса кӗтӗн, коммунизма мӗнле пырса ҫитӗн тата? «Вӑл килет… вӑл аннепе сывпуллашман-ха… вӑл улталамасть… Святой Патрикпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫын ҫӗленсенчен урӑх хӑрамасӑр, лаша тирӗ ҫине тӑсӑлса выртса, ҫавӑнтах ҫывӑрса кайнӑ. Анчах час-часах вӑл хӑй ман ҫумма ҫыпӑҫма тапрататчӗ, — ҫуммах пырса тӑрать те сухалӗ ҫинелле пӑхса кулкаласа ыйтать: — Леш французсен сочинителӗ мӗнле теттӗнччӗ-ха, Понос-и? Пичӗ те унӑн шӑмӑ кӑна, ӑвӑс тӗслӗ; пит шӑммисем ҫинче пур ҫӗрте те аш ҫителӗксӗр пулнӑ; сӑнсӑрланнӑ куҫӗсем сӑн-питне ҫутатайман, вӗсем тӑтӑшах пысӑк, анчах та ҫемҫешке сӑмсин вӗҫӗ ҫине пӑхнӑн туйӑннӑ, сӑмси айӗнче типсе кайнӑ тутисен хура йӗрӗсем пӗр сассӑр хускалса тӑнӑ, ҫӑварӗ, тата та ытларах пысӑкланса, питне тарӑн йӗрпе икӗ пая уйӑрнӑ, пуринчен ытла ҫӳлти тути ҫинчи кӑвакарса пӑнтӑхнӑ мӑйӑхӗ питӗ хӑрушӑ, килӗшӳсӗр пулнӑ. Кӑштах канатӑп та акӑ, ҫӗрле хутора пыратӑп, хамӑн винтовкӑна чавса кӑларатӑп… Малтанхи сӑмахӗпе танлаштарсан, ҫак сӑмаха калама вӗренмешкӗн питӗ йывӑр пулчӗ, анчах ҫапах та ик-виҫӗ хут каланӑ хыҫҫӑн, ӑна эпӗ аванах калакан пултӑм, вара ман пултарулӑхран икӗ лаши те тӗлӗнсе кайрӗҫ. Упӑшки унта пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна вӗлереттӗм, арӑмне вӗлерместӗп. Эсӗ, Джим, корольсене пӗлместӗн, эпӗ лайӑх пӗлетӗп вӗсене; ку акӑ, пирӗн эрех ҫӳпҫи, эпӗ историре вуласа пӗлнисенчен чылай лайӑхрах. Баржа сӑмсинче ҫурта пек часовойӑн штыкӗ йӑлтӑртатать; кӑвак пӗлӗт ҫинче вӗт ҫӑлтӑрсем ҫуртасем пек ҫунаҫҫӗ. Укҫашӑн? Пӗр минутлӑха? Ах, пурӗпӗрех мар-и-мӗн! «Хӗрарӑмсем! (Аркадий Павлыч малалла пӗр утӑм ярса пусрӗ, анчах та эпӗ пуррине аса илчӗ пулас та, пӑрӑнса, аллисене кӗсьине чикрӗ.) Ну, санӑн мӗнле, ӑнӑҫлах иртрӗ-и? Тӗртекенни — леш ӗҫке ернӗ сехет ӑсти пулнӑ. — Хӑвӑрӑн хаклӑ пурнӑҫӑра ҫеҫ ҫухатнӑ пулӑттӑр, урӑх нимӗн те пулас ҫук. Кунпа пӗрлех вӑл Алексей умне пит те ҫирӗп условисем кӑларса тӑратрӗ: унӑн ӑна итлемелле, тӑрӑшмалла, ӑна юратса пӑрахмалла мар, мӗншӗн тесен ку вӑл уроксене кансӗрлет, урӑх кавалерсем ӑна ташлама чӗнсен — кӗвӗҫмелле мар, мӗншӗн тесен, ялан пӗр ҫынпа ташласан, часах квалификацие ҫухатма пулать, тата пӗр ҫынпа ҫеҫ ташлани вӑл — кичем япала. Вӑл аллине кӗсьене чикмерӗ, ҫиелтен ҫеҫ хыпашласа пӑхрӗ те: «Нимӗн те ҫук, — терӗ. Анчах ман пиччен ҫак тӗлӗшрен те телейӗ пысӑк пулнӑ. Вӑл, малицӑпа пим тӑхӑннипе, маншӑн темле ҫурҫӗр турри пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл куккӑшӗ патӗнчен кайнӑранпа эсир ӑна курман-и? Ӗҫе лартаҫҫӗ сана, сӑран портфель туянса ярӑн, ӑна хулхушшине хӗстерсе тытӑн та ҫӳрӗн кӑна вара. Гаврила ӗҫрӗ. Юлашкинчен унӑн куҫӗ умӗнче мӗнпур япала пӗр тикӗссӗн хумханкаласа ташлама тытӑнчӗ. Мӗншӗн суттӑр вӑл мана? Эпӗ пӗр ватӑ уретник патӗнче пурӑнаттӑм, ӑна ырӑ кӑмӑлӗшӗн, уйрӑмах тата Настя ятлӑ лайӑх хӗрӗшӗн юрататтӑм. — Мӗнле автан пултӑр-ха сан лашасӑр хуҫалӑхунта? — ыйтрӗ Менок интересленсе. — Аттисене хывса илӗр унӑнне, хӗрарӑмсем! Йӗркесӗр-мӗнсӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пӑшал пере-пере янӑ пек, кӑшкӑрнӑ сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ. (килте-и, мучи?) — илтӗнчӗ ӑна чӳречерен уҫӑ сасӑ; ку сасӑ кӳршӗ Лукашкӑн пулнине старик ҫийӗнчех пӗлчӗ. Варламов кӗнекерен темиҫе хут татки кӑларса вуларӗ, кӑшкӑрса ячӗ: — Иванчук ҫырнӑ хут ӑҫта? Мекӗрленӗ вӑл пӗр-икӗ кун, хӑмпӑланса хӑпарӗ, унтан часах, шеремет, пушанса кайӗ! Нивушлӗ вӑл ӑс-пуҫне ҫухатнӑ? Манӑн паян вак укҫа ҫук, старик. Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ тесе кала-кала кӑтартнӑ ун ҫинчен. Пӗррехинче, ӗҫ шыраса ҫӳренӗ вӑхӑтсенче хирте, сырма хӗрринче ларнӑ чух, вӑл мана ҫирӗппӗн те кӑмӑллӑн ӗнентерме тӑрӑшрӗ: — Чӑнлӑха ӑна чун юратнӑ тӑрӑххӑн суйласа илес пулать! Хам пиркиех калатӑп акӑ, — халӑх нуша курать, ҫавӑнпа калатӑп та: ҫитӗ чуралӑх та ӗҫкӗ-ҫикӗ те! Мотор кӗрлени ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса килчӗ, вӑл, самолёт ҫаврӑнкаланӑ май, пӗрре шӑхӑракан сасӑпа, теп-ре йынӑшнӑ сасӑпа кӗрлерӗ. Юлашкинчен кӑвак тӳпере ерипен шӑвакан пӗчӗк хӗрес пек япала курӑнчӗ, — вӑл пӗрре ирӗлсе каять, тепре каллех тӗтӗмле шурӑ пӗлӗт айӗнчен ишсе тухса курӑнакан пулать. Оля ӑҫта-ши? Кунтан пӗр миля ҫеҫ-и? Вара, пӑшала илсе, ӗнер хам кӑвайта сӳнтерсе хӑварнӑ вырӑналла питӗ асӑрханса, утӑмсерен чарӑнса тӑрса утрӑм. Ҫапла ӗнтӗ, «тӳпе науки» ҫынсене мӗн кирлипе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл итлемест, анчах тепӗр чухне итлемесен те илтӗнет. Унӑн пӗтӗм пӳрчӗ ултӑ пӗчӗк пӳлӗмрен тӑнӑ. Вӗсенчен пӗрне, халь хӑнасене илсе кӗнӗ пӳлӗмне, кабинет тенӗ. — Тата ултӑ секунда, — эпӗ сире ултӑ секунда паратӑп, ҫав хушӑра эсир мана хирӗҫ ответлеместӗр пулсан, эпӗ перетӗп. Кукамай вӑтанса куҫӗсене хупса ним те чӗнмест. Хӑнасем ирхи апат хыҫҫӑн тухса кайрӗҫ. — Налогсемпе хӗстерсе ҫитерчӗҫ, выльӑх-чӗрлӗхе иле-иле тухса каяҫҫӗ, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнма памаҫҫӗ, ҫавӑн пек пулман пулсан, каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, пире мӗн шуйттанӗ тума кирлӗччӗ-ха эсир, дворянсемпе ытти йышшисем. Ку вал ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫавӑнпа та эпир пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр лартӑмӑр. Ҫунакан шӑрпӑк пӗр самантлӑха тарӑхнипе илемсӗрленсе кайнӑ пите тата карса пӑрахнӑ ҫӑвара ҫутатса илчӗ. Хӗмленсе ҫунакан ҫулӑм ҫийӗн тӗттӗм ҫил-тӑман кашлама пуҫларӗ. Мӗнешкел лайӑх ҫемьере пурӑнма турӑ пилленӗ ҫав ҫынна — ҫук, Августина Христиановнӑнах пар ӑна! * * * — Лу! Халь вӑл вырӑнтан вырӑна пӑрӑнкаласа ҫӳреме тата парӑсӗсене пурне те карма пултарать пулсан та, пурпӗрех Джерсей утравне каялла таврӑнаймасть, мӗншӗн тесен ун ҫулне Ле-Менкье пӳлсе тӑрать, Франци ҫыранне ҫывхарма эскадра кансӗрлет. — Мӗншӗн паян нимӗҫсем лӑпланчӗҫ-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӑл эпир ӗнер тӗл пулнӑ ҫын хӗрӗ. Ҫав ҫын кунта атӑ-пушмак ҫӗлет иккен. Пӑхӑр-ха. — Виҫӗ кун? Вӗсем Федора хӑваласа ҫитрӗҫ те унпа юнашар утрӗҫ. Ҫулӑм ҫути Людмила пичӗ ҫинчен шуса анчӗ те, унӑн сӑнӗ каллех хаяр, кӑшт мӑнкӑмӑллӑрах пек курӑнчӗ. Хапха тӑррине вывеска хӑпарса ларнӑ, вывески ҫине факела аялалла усса тытса тӑракан патмар Амур сӑнне ӳкернӗ, тата: «Кунта ахаль е сӑрланӑ тупӑксем сутаҫҫӗ, ӑшӗсене сӑраҫҫӗ, вӑхӑтлӑха усӑ курма параҫҫӗ, киввисене юсама илеҫҫӗ» тесе ҫырнӑ пулнӑ. Пултараймастӑп тата пӑрӑнас та килмест!» Юбка тӑхӑннӑ сӗлеке!» Нестеренко пуҫласа куҫ харшисене пӗрӗнтерчӗ, Давыдов ҫине ырламасӑр пӑхса илчӗ: — Мӗн кулатӑн-ха ара эсӗ? — Ку вал лагерь мар, — тавӑрчӗ Дик, — ял та мар. Пӗр уйӑх иртсен, эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренес тӗлӗшпе пысӑк ҫитӗнӳсем турӑм, король хама паракан ыйтусенчен нумайӑшне хирӗҫ ответлеме пултараттӑм. Пысӑк событисем ҫывхарса килчӗҫ. Яков тӑванӗсем хушшинче, хӑйсен килӗнче, пӗртен-пӗр кӑмӑла каяканни — ют ҫын Митя Лонгинов пуйса тӑнӑ ҫӗрте — хӑй ытлашши пулнине ытларах та ытларах уҫӑмлӑн курса пынӑ. Унӑн шухӑшӗсем те хӑш-пӗр чухне к-калама ҫук ӑслӑ пулаҫҫӗ. Вӑл каллех хӑйӗн ӑсталӑхне ӗненме пуҫларӗ. Йӗркесем тӑрӑх сасартӑк, ҫил пекех, васкавлӑ пӗртен-пӗр кӗске сӑмах хӑравҫӑллӑн ирхӗнсе иртрӗ: «Килет, килет!» Е ку «кӑвакарчӑн йӑвине» эпир ҫех кӗрсе лартӑмӑр-и? Мӑйӑхлӑ янахӗ ҫинче — пӗчӗк кӑтра сухал. — Мстислав Сергеевич, — аслатилле кӗрлесе килчӗ Гусев сасси, — иртсемӗр кунта, хӑвӑртрах. Вӑл вут ҫутинчен пӑрӑнса, тутисене хӗссе, куҫ харшисене пуҫтарса ларнӑ пек курӑнать. Тӗнчери чи хитре попугайсене кӑтартатпӑр терӗҫ. Эсӗ мар пуль ку?» тесе вӑл ыйттӑр тесен манӑн мӗн тӑвас-ха? — Мӗншӗн шӑхӑрать вӑл? — ыйтрӗ бей Григоровран. Текех ӗнтӗ Дик Сэнд хӑйне тытса чараймарӗ, ҫӗҫӗ ярса илчӗ те Гаррис ҫӗр каҫма вырнаҫнӑ ҫӗрелле вирхӗнчӗ. Ҫапла эпӗ те сотникпе тавлашсаччӗ: манӑнне лашана ыйтрӗ. Темскерле. Хамӑр хушшӑмӑртан ун пек ӗҫе пӗлекен ҫын вӗрентсе ҫитериччен, Островнова завхозрах тытса усратпӑр. Увар Иванович килсен, ун ҫине пӑхса илчӗ те: «ба!» тесе хучӗ, Увар Ивановичпа вӑл, унра «чӑн-чӑн Стаховсен йӑхӗн йӗрӗ» пуррине йышӑннӑ пулсан та, мӑнаҫлӑн та сиввӗн калаҫать. Апла та, капла та хурда-мурда, — терӗ лазутчик, ҫакна вӑл суйса каларӗ пулас, унтан хӑйӗн шурӑ шӑлӗсене йӗрсе кулса ячӗ те кимӗ ҫине сиксе ларчӗ. Нансен кӗнеки ҫумне хунӑ картта ҫинче Нансен дрейфин ҫурҫӗрти чи аякри пӑнчӑ тавра капитан хӗрлӗ каранташпа ҫавӑрса паллӑ тунӑ. Синьора Болла пире туртма чармасть пуль? Эпӗ вырӑнтан хускаличчен Мери Джейн мана мӑйран пырса уртӑнчӗ:— Ҫакна татах кала-ха, татах кала! — тет. Ирхине тӑххӑртан пуҫласа каҫхине улттӑччен пурӗ те ҫакӑнта супса тӑрасса ҫех пӗлетӗн. Каччӑ ун ҫине тӗлӗнсе, хырӑмӗ ҫинче тытса тӑракан калпакне лучӑркаса пӑхса тӑчӗ, юнашар пӳлӗмре вара Джемма ҫӑварне хупласа каҫса кайсах кулчӗ. Судьесене ирӗксӗрлеме юрамасть. Тихон хӑйне ухмахла тыткаланӑ; вӑл, ҫамкипе такама ҫапнӑ пек, пуҫне сулса илчӗ те ассӑн сывласа ячӗ: — Эх, ҫӳпӗ! Мӗн тума пурӑнаҫҫӗ-ши ҫавӑн пеккисем? — Суя сӑмах! — терӗ Козельцов ҫилӗллӗн. Хӑйне хӑй хавхалантарас тесе вӑл тимӗртен тунӑ пӗчӗккӗ мӑка хӗҫне туртса кӑларчӗ те:— Ачисем, малалла! — Савӑнсах, — терӗм те эпӗ пукан хӗррине лартӑм. Амӑшӗ те ӑсатма ун хыҫҫӑн тухрӗ. Масар ҫинчи вилтӑприсене пӑхса ҫӳренӗ май, хуралса кайнӑ тӑватӑ аяклӑ палӑк патне пырса тухрӑм; палӑкӑн пӗр енне французла ҫапла ҫырса хунӑ: «Ci git Théophile Ненче (Henri), vicomte de Blangy» тепӗр енче: «Ку чул айӗнче Франци ҫыннин, Бланжи графӑн ӳтне пытарнӑ; Вуланипе эпӗ йӑлтах манса кайнӑ: параднӑй крыльцара шӑнкӑрав сассине илтсен те, ҫавна кам, мӗн тума шӑнкӑртаттарнине турех тӑнласа илеймерӗм. Унӑн хунарӗсен тӗтӗмлӗ юписенче шурӑ шӑнасем вӗҫеҫҫӗ-ҫапӑнаҫҫӗ. Инженер пӗчченех тӑрса юлнӑ. Тренировка тумалли самолётсем, шӑрчӑк евӗрлӗ «ушкӑсемпе» «уткӑсем», пӗчӗк те тӑвӑр аэродром ҫинче кухньӑри сӗтел ҫине шӑнасем ларса тулнӑ пекех ларса тулнӑ. Алексей одеялпа витӗнсе юриех шӑппӑн выртрӗ. Каҫхи тӳпе тасалчӗ. Ҫамрӑк капитан та вӑйлӑ ҫилпе ыткӑнакан карап тӗрлӗрен силленнине тахҫанах хӑнӑхнӑ. Парӑссене сахаллатнӑ пулин те, «Пилигрим» малалла хӑвӑрт ишрӗ. Ҫак кӑмӑлсӑр шӑплӑха Тоня сирсе яма васканӑ, вӑл Павела тӗпелелле чӗнсе, Лиза енне ҫаврӑннӑ та:— Паллашӑр, — тенӗ. Вӑл ӑна, лешӗ тӳп-тӳре тӑчӗ пулин те, ӳкесрен тытнӑ пекех туйӑнчӗ. Художник хӗрарӑм портрет ҫине сарӑ тӗс хурасран хӑранине ӑнланчӗ, вара вӗсене куҫӗсене кӑна ытларах йӑлкӑшакан тӑватӑп тесе лӑплантарчӗ. Огнянова вӑл хапӑл туса кӗтсе илчӗ. Анчах та пурнӑҫра пӗр чи ҫӗнӗ япала хутшӑннӑ: ашшӗнчен ҫыру килнӗ. Пугачев чарӑнма хушрӗ. Эпӗ мӗн сире? — Мӗн тума панӑ-ха вара сана ӑна? Эпӗ калама чарӑнсан, ман сӑмахсене лаггнеггсене куҫарса пачӗҫ, вӗсем вара пӗр-пӗринпе хӗрсе кайсах чылайччен калаҫрӗҫ, хушӑран вӗсем кула-кула ман ҫине пӑхса илчӗҫ. Лианӑсене, явӑнса ӳсекен тӗмсене пуртӑпа касса, утӑм хыҫҫӑн утӑм турӗҫ вӗсем. Ҫак йӗркесене вуланӑ чух Томӑн сасси чӗтрерӗ, хӑй те чутах макӑрса ямарӗ. Вӑл Петькӑпа манӑн ӗҫсене те витӗр пӗлсе тӑрать, пирӗншӗн ваттисем патне тӑтӑшах ҫырусем ҫырать. Эпӗ ҫывӑранҫи турӑм. — Пӗчченлӗхӗн хӑрушӑ сехечӗ ҫитсе тӑрсан эпӗ ҫак тумламра каллех сана туйса пайӑрлатӑп. Анчах Владимир укӑлчаран хире тухсанах, вӑйлӑ ҫил тапраннӑ та, куҫа уҫса пӑхайми тӑман тухса кайнӑ. Том хӑйӗн курткипе йӗмне вӑр-вар хывса пӑрахрӗ, пӗр йӗм кантрине пиҫиххи ҫыхнӑ пек ҫыхса лартрӗ, ҫӗрӗк пӗрене хыҫӗнчи шанкӑ купине салатрӗ те унтан яках мар касса тунӑ ҫӗмренпе ухӑ, йывӑҫ хӗҫ тата шӑвӑҫ труба туртса кӑларчӗ. Вӑл пӗр самантрах хӗҫпӑшалланса тӑчӗ те ҫара уран, вӗл-вӗл туса пыракан кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑшмана хирӗҫ вӗҫтерчӗ. Яра куна пӗр чарӑнмасӑр тӗрлӗ физика хатӗрӗсем, хӗҫ пӑшалсем, электроаппаратсем илсе килсе ирттерчӗҫ. — Ҫапла та, анчах долгота ҫук! — тесе хучӗ майор. Куратӑн-и, ҫумӑр сайраланчӗ; эсӗ кӑштах тӑхта, эпӗ каям. Ҫӗре ӑна, тӑванӑм, аннӳ пекех нумайччен манмастӑн. Мӗн те пулсан унӑн ӗҫӗнче ӑнмасан, айӑпли вӑл мар, материал юрӑхсӑр пулнӑ, лайӑх ӗҫлекен пӑта станокӗ начар пӑта кӑларма пултарайман пек, вӑл та хӑй ӗҫӗнче йӑнӑшсем тума пултарайман. Ҫӗрле, икӗ сехет ҫитеспе, сулӑ хӑйӑрлӑ ӑшӑ вырӑна, ачасем вырнаҫма шутланӑ ҫӗртен пӗр икҫӗр утӑм аяккарах, пырса чарӑнчӗ. Ачасем вара хӑйсен япалисене ҫав ҫӗрелле йӑтма тапратрӗҫ, мӗнпур япалине йӑтса пӗтериччен вӗсем нумайччен чӗркуҫҫи таран шыв тӑрӑх каллӗ-маллӗ утрӗҫ. Астӑватӑн-и эсӗ ун чухне, эпӗ сан патра чухне, юлашки хутӗнче мар… ҫук! юлашки хутӗнче мар, — терӗ вӑл темиҫе хутчен, ирӗксӗрех шарт сиксе, — эпӗ санпа калаҫнӑ чухне, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, вилӗм ҫинчен аса илнӗччӗ; вӑл пире хуралланине эпӗ кӗтмен те. Малтанах вӑл ӗҫ те шыраса пӑхрӗ. Шыв урлӑ каҫса, кимӗне кӑкарсан, Каса-дель-Корвӑна пыракан ҫӗрлехи хӑна тополь мӗлки тӗлне тӑнӑ. — Эсир мӗнле шухӑшлатӑр: ытлашши нумай тӑрӑхласа кулсан, ҫав кулӑ та кичем пулмасть-и? — Ан шавла! Кӑшкӑрашусене ҫав Любишкинех чарса лартрӗ: вӑл пукан ҫинчен тӑчӗ, ҫав тери лапсака хура ҫӗлӗкне хыврӗ те — ҫӳллӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗскер — алӑка кӗлеткипе хупӑрласа хучӗ. Вӑл ун пӳлӗмне кӗрсен, Анна Васильевна чылайччен унпа калаҫма кӑна мар, ун ҫине пӑхма та пултараймарӗ; Инсаров унӑн креслипе юнашар ларчӗ те, Анна Васильевнӑна хисеплесе, унӑн пирвайхи сӑмахӗсене лӑпкӑн кӗтрӗ. Юлашкинчен Кирила Петрович исправнике ҫилӗллӗн ҫапла каларӗ: — Вара мӗн? Килте вӑл типтерсӗр хӑтланкаланисене, кӗскен те татӑклӑн калаҫнисене пурте хӑнӑхса ҫитрӗҫ. Пуринчен ытла Феничка ӑна ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗ. Астрономсем Плутона тӗпчеме ӗлкӗреймен-ха. Амӑшӗ куҫҫульне вӗҫӗмсӗр юхтарса макӑрчӗ. — Ҫук, — тенӗ Рене-Жан, — ку шӑна. Вӗсем, перӗнмеллех хулпуҫҫипе хулпуҫҫи юнашар утса, вӑраххӑн кухньӑна тухрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑрах кӗскен калаҫа-калаҫа илчӗҫ: — Ну, сыв пул! Чӑннипе калӑр, ман суран мӗн-и… йывӑр мар-и? Халӗ ӗнтӗ, ҫак пурне те савӑнтаракан ырӑ япала вырӑнне, пурнӑҫра вӑрӑм та йӑлӑхтаракан сӑмахсем туха-туха тӑнӑ: «Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр» е «Унтан ытлашши нимӗнех те пулма пултараймасть». Манра ҫыру пур, вӑл сире те кӑшт тивет. — Ай! — пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрарӑмсем. Ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленнине татса параканӗ ирӗксӗрех унӑн пӗрчаткӑллӑ аллине тытса, унӑн пуҫӗнчен ҫӳле ҫӗкленӗ. Эпир унсӑр та пурӑнатпӑр. Унсӑр пуҫне, хӑйӗн характерӗ начар пулин те, вӑл мӗнле музыка лайӑххине ӑнланни сисӗнчӗ. Пирӗннисем, Тубянск ҫыннисем-и? Тулти ҫынсемшӗн, алӑк витӗр пӑхма хӑяйман ҫынсемшӗн, ӗҫ ҫакӑн пек вӑраха кайни пит асаплӑ пулнӑ. Сывлӑш чечексен тулли шӑршипе чӗтренсе тӑрать. Ыттисем хӑраса айӑккалла пӑрӑнчӗҫ: эпӗ ҫав самантрах лашана шпорпа тивертрӗм те сиккипе вӗҫтертӗм. «Сывӑ пул, Настя!» терӗм эпӗ ун умӗнчен иртсе кайнӑ чух. Унпа килӗшекен ҫынсем ун хыҫҫӑн калаҫҫӗ: — Тӗрес, кунта сасси те мар, юрлама пӗлни пахарах. — Ӑҫта каятӑр? — Асаттене-и? Ҫӑлӑр мана! Вут часах йӑсӑрланса ҫунма тытӑнчӗ. Вӗсемпе пӗрле хамӑн та вӗҫсе каяс килнӗн туйӑнать, ӑҫта вӗҫессине пӗлмесӗр, анчах кунтан инҫете-инҫете вӗҫӗттӗм. Чи кирли, ҫамрӑк тусӑм, ман канашсене ан манӑр, хуть мӗнле чӗрчуна тӗл пулсан та, урӑх ан перӗр. Ҫӗр тӑрри вӑл пур ҫӗрте те пур-иҫ! Пӗр минутранах ун ҫумӗле икӗ ҫын йӑпшӑнса иртсе кайрӗҫ; пӗрин хул хушшине темӗн хӗстернӗ пек туйӑнать. Хӑранӑ кушак пекех, тарҫӑ уҫланкӑран тухса чупать. Шубин унӑн пит-куҫӗнчи пӗр йӗр сиктерсе хӑвармасӑр тӗрӗс ҫыпӑҫтарнӑ, сӑнарне лайӑх, тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ, паттӑр сӑн панӑ. Хӑй ман енне кулкаласа пӑхать. Ӗнтӗ тул ҫутӑла пуҫланӑччӗ. Пӗлесчӗ сан, мӗн чухлӗ тӑрмашнӑ эпӗ унпа: икӗ ҫӗр ҫывӑрмарӑм, тимӗрҫӗ лаҫҫинчен тухмасӑр ӗҫлерӗм; анчах ӗҫлени харама каймӗ; пӗр пуп хӗрӗн те пулмӗ ун пек арча. — Ҫапла, — терӗ вӑл, калаҫма пуҫласа, — пирӗн вӑхӑтра ҫамрӑк ҫынсем урӑхла ӳссе ҫитӗннӗ. Эпӗ маларах король пит пӗлме тӑрӑшакан витӗр ӑслӑ ҫын тесе каланӑччӗ. — Чӑн-чӑн патриотсем евӗрлех ӗнтӗ. Вӗрентрӗҫ сире хӗрлисем, вӗрентрӗҫ, анчах ҫапах ниме те вӗрентсе ҫитереймерӗҫ пулмалла… Йывӑҫсем хушшипе кукӑрӑлса, вӗсем айлӑмалла чупаҫҫӗ, ҫул патӗнчи уҫланка тухса, ҫутӑ ылтӑн кулӗ пулса тӑраҫҫӗ. Анчах халӗ ача курӑнмасть ӗнтӗ. Староста чирлӗ выртнӑ вӑхӑтра Артамонов ун патне икӗ хутчен пычӗ, вӗсем иккӗшӗ вӑрахчен куҫа-куҫӑн калаҫрӗҫ; иккӗмӗш хутӗнче Баймаков арӑмне чӗнсе илчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине ывӑннӑн хӗреслӗ тытса, Артамонова:— Акӑ, — унпа калаҫ, эпӗ ӗнтӗ текех ҫӗр ҫинчи ӗҫсене хутшӑнмалли ҫын мар пулас. Нимӗҫсем перрон ҫине йывӑр пулемёт лартрӗҫ. Вӑл кайри урисем ҫинче ларакан усӑнчӑк хӑлхаллӑ йытӑ пек курӑнса тӑрать. — Хӑвӑрӑн пӗр-пӗр мужикӑртанах ыйтӑр, иксӗмӗртен хӑшне: сире-и е мана маларах хӑйӗн ҫӗршывӗ ҫынни тесе шутлать вӑл. Каркӑҫа кӑшт сирсе хунӑ та хирӗҫелле, алтарӗн тепӗр еннелле, — унта, ылтӑнпа тыттарнӑ ӗлӗкхи чаршавӑн тӗттӗм хутламӗсем хыҫӗнче, хӑҫан-тӑр Израиль патшин илемлӗ, ҫап-ҫутӑ сӑнӗ курӑна-курӑна кайнӑ, — куҫ илмесӗр пӑхнӑ вӑл. Нумай пулать ӑна лектерни, Вӑтам Азирех-ха, хӑтӑласса вара ылханлӑскертен ниепле те хӑтӑлаймастӑп. Мӗншӗн тесен эпӗ суятӑп, турӗ чунпа кӗлтумастӑп — вӑт ҫавӑнпа. — Ҫын ҫинче хӑйсене тыткалама вӗренччӗр, — тет вӑл. — Ав ҫав Анко Распопов пек вӑтанса та аптраса тӑрсан, мӗн усси пултӑр, — тет. Анко Распопов, чӑн та, хура пустав костюмлӑ ҫынна курсан вилес пек вӑтанать. Тихон лӑпкӑн калаҫать, вӑраххӑн хускалкалать, халиччен пурнӑҫра мӗнле пулнӑ — пӗтӗмпех ҫавӑн пек хӑтланать, ҫапах та хуҫа ӑна шанмарӗ, вӑл хӑрушӑ та сивлекен сӑмахсем каласса кӗтрӗ. Питӗ начарланса кайнӑскер, вӑл халь пӑлхануллӑн, хӑпӑл-хапӑл кускаланипе, васкавлӑн калаҫнипе читлӗхе хупнӑ тӑри пек курӑнчӗ. Ун кӗрлевӗ часах ҫилпе кашлакан пӑрланнӑ вӑрман шавӗпе хупланчӗ, анчах та самолёт шӑхӑрса кӗрлени Алексее татах та нумайччен илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Ӑмӑрткайӑк сасартӑк кимӗ малалла кайманнине асӑрхарӗ. Анчах, телейлӗ пулас тесен, мӗнле пурӑнмалла-ха, мӗншӗн ӗлӗк телейлӗ пулман-ха тата эпӗ?» Вӗсен хыҫҫӑн Карпентер капитан пынӑ; вӑл хӑйӗн суднисемпе пысӑк залива кӗрсе кайнӑ та, халӗ ҫав залива Карпентер заливӗ теҫҫӗ. Темӗн шӑтӑртатать. Юлашкинчен вӑл тӳрех ҫакӑн пек ыйту лартрӗ: — Пирӗн алӑра, граждансем, колхоза илме ыйтса ҫырса панӑ ҫирӗм ултӑ заявлени пур, ыранхи пухура вӗсене пӑхса тухатпӑр, анчах кам та кам, кулак вӑлтине ҫакланса, колхоза кӗриччен выльӑхсене пусса пӗтернӗ, ҫавна колхоза илместпӗр, факт! — Апла иккен; мӗн каласа кӑтартрӗҫ вара историрен? Анчах лаша туянма мар, казака кирлӗ пек ҫар тумне туянмалӑх та вӑй пулман унӑн. Инсаров хӑрушлӑхра пулнине илтнӗ Шубин курма пычӗ; Часах пурте, хурал тӑракан улӑпсӑр пуҫне, тарӑн ыйха путрӗҫ. Халех пирӗн ҫине ҫутӑ пӑрахаҫҫӗ!.. — Хӗрупрӑҫ, кӑтартсам мана хӑвӑн питне, тепӗр хут итлеме парсам хӑвӑн сассуна, — тет кун хыҫҫӑн Соломон хӑлхана лӑпкакан сасӑпа. Эпӗ, хамӑн пӗчӗк йӑмӑксем ан ӳлеччӗр тесе, ҫӑварӗсене хуплаттӑм… Вӑл хир тӑрӑх французсем пирӗн бастион еннелле чупса килнине курчӗ; ҫывӑхри траншейӑсенче те штыкӗсене хӗвел ҫинче йӑлтӑртаттарса французсемех куҫса килчӗҫ. Лукашка пӑшалӗпе тӳрех ҫав пуҫа тӗллерӗ. Вӑл ӑна пачах ҫывӑхра, пӑшал кӗпҫи вӗҫӗнче пекех, курӑнчӗ. Пӗр татӑк юлмиччен ҫисе ярсан, вӗсене шухӑшламаллӑх тӑн килсе кӗчӗ. Осколкӑсенчен те хӑрамарӑмӑр эпир. Пӗр етри пирӗн ҫивиттине тата урайне шӑтарчӗ пулин те, эпир хамӑр ҫине пенине часах хӑнӑхса ҫитрӗмӗр, ун ҫине, шӑрчӑк чӑрлатни ҫине пӑхнӑ пек, пӗртанлӑ кӑмӑлпах пӑхма тытӑнтӑмӑр. Ҫамрӑк хӗрарӑмсен пурӑнӑҫӗнче вӗсем сасартӑк чечекленме, ҫуллахи розӑсем пек сарӑлма пуҫлакан вӑхӑтсем пулаҫҫӗ. Феничкӑшӑн та ҫавӑн пек вӑхӑт пуҫланнӑ. Сан ҫине пӑхма йӗрӗнмелле. Пӗр самантра хӑть эпӗ пӗр ҫыруне, пысӑкпа «Святая Мария» тесе пичет пуснӑ ҫыруне чутах алла илмерӗм. Пар ӑна мана! Эпӗ неуч вӗсен ҫумӗнче, эпӗ фельетонист анчах, публикӑна йӑлӑнӑҫ кӳрекен этем… Эпӗ, театрта сасартӑк ҫутӑ ҫутса янӑ чухнехи пекех, халь ҫеҫ сцена ҫинче курнӑ ҫынсем хам ҫумра тӑнине асӑрхарӑм! Чӑнах пулчӗ-ши вара ку? Граф ман пата уҫӑ кӑмӑлпа туслӑн ҫывхарчӗ; эпӗ, хама хам алла илсе, хампа паллаштарма тытӑнтӑм, анчах вӑл мана аплах кирлӗ марри ҫинчен систерчӗ. Тӗтӗмпе хуралнӑ хут пек авалхи тусан витсе лартнӑ хулӑм ураллӑ сӗтел икӗ чӳрече хушшине пӗтӗмпех йышӑнса тӑрать; стенисем ҫинче турка пӑшалӗсем, нухайкасем, сабля, икӗ ландкарта, темӗнле анатомилле ӳкерчӗксем, Гуфеланд портречӗ, хура рама ӑшӗнче хӗлӗхрен тунӑ вензель, кантӑк айне хунӑ диплом ҫакӑнса тӑрать; сӑранпа витнӗ, хӑш-пӗр ҫӗрте путса шӑтса пӗтнӗ диван, карел хурӑнӗнчен тунӑ икӗ пысӑк шкап хушшинче вырӑнаҫса ларать; сентресем ҫинче кӗнекесем, коробкӑсем, кайӑк кӳлеписем, банкӑсем, пӗчӗк кӗленчесем йӗркесӗр кӗпӗрленсе выртаҫҫӗ; пӗр кӗтесре ҫӗмрӗк электричество машини тӑрать. Манӑн хамӑн сӑнавсене хам ӑшӑмрах тытмаллаччӗ иккен. Часах акӑ алӑкран тухса ҫӳрейми пулӑн. Халӗ — вӑрттӑн пурӑнать. — Ун бригадинче пурте тенӗ пекех турра пуҫ ҫапакансем, тӗн сӗрӗмӗпе анкӑ-минкӗленнӗ, юбкӑллисем вара — уйрӑмах. Анчах ку аван мар пек. Хӑш чухне Оленин кӗнеке тытрӗ те хӑй ӑшӗнче вуларӗ. Эрех тавраш тахҫанах пӗтнӗ пулнӑ, пичкесене тултарнӑ ӗҫмелли шыв пӑнтӑхса шӑршланнӑ. Ха-ха-ха! Унӑн ҫулӗ тухнӑ ӗнтӗ. Каҫару ыйтрӑм эпӗ унран, анчах старике йӑпатма ҫук. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш тавлӑкӗнче эпӗ килтен тухса карӑм. Ытти хыпарсем тӑрӑх, Дубровский, чикӗ урлӑ каҫса, урӑх патшалӑхра пытанса пурӑнни ҫинчен пӗлнӗ. — Тӗрӗс, чунӑм, — унсӑр пурнӑҫа ҫӗнтерес ҫук… Халӑхӗ вӑл пырать… армяшкӑсем ӗнтӗ. Акӑ мӗн ҫинчен шухӑшларӗ вӑл палатӑри тунсӑх та кичем шӑплӑхра, — лӑпкӑ мар Кукушкин айӗнче матрац пружинӗсем хаяррӑн йынӑшнине, танкист ним чӗнмесӗр ассӑн сывланине, виҫӗ хутлам пулса кукӑрӑлса ларнӑ Степан Иванович, кунӗ-кунӗпех чӳрече умӗнче лараканскер, пӳрнисемпе кантӑка тӑкӑртаттарнине итлесе выртса. Пуринчен ытла манӑн пуҫа пӗр питех те хӑрушӑ шухӑш ыраттарса тӑрать, ку шухӑш темӗнле ҫирӗп ҫынна та, чӗтӗрене ӳкерме пултарӗ. Ҫылӑх!.. Посад пушхирӗ тесе хулапа Посад хушшинчи пылчӑклӑ пушӑ вырӑна калаҫҫӗ. Шалпартарах шур кӗпи унӑн ҫамрӑк, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрне ирӗккӗн те капӑррӑн ытамласа илнӗ. Пӑлан пӗр аллӑ утӑмра пек кӑна тӑрать, ҫакна курсан ҫын, пӗр самантрах, вут ҫинче ӑшаланакан пӑлан какайӗн татӑкне аса илчӗ, унӑн шӑршине те туйрӗ. Кам ҫырнӑ, улпут-и? Ҫав ҫулталӑкри мӗнпур киревсӗрлӗхе епле курма пултарайман эпӗ… Анчах хӑш чухне хӗр ытла та тӳрӗ, уҫӑ пулнӑ, Фома ҫине темӗнле уйрӑммӑнах туслӑн, ачашшӑн пӑхнӑ; ун пек чух Фоман чӗри ун умӗнче ярах уҫӑлнӑ, вара вӗсем иккӗшӗ хӑйсене чӳхентерсе тӑракан шухӑшсем, туйӑмсем ҫинчен чылайччен калаҫа-калаҫа ларнӑ. Лупас айӗнче апат валашки умне кӑкарнӑ пирӗн лашасем тӑраҫҫӗ, вӗсем васкамасӑр чӑмлани илтӗнет. Ачасем ҫав хупӑ ҫурта нумайччен аякран пӑхса тӑчӗҫ, чӳречинче кӗҫех кӑвак вут ҫути курӑнса кайӗ тесе хӑйсем хушшинче шӑппӑн калаҫрӗҫ, — ҫавӑн пек тухатса лартнӑ вырӑнсенче ҫапла калаҫма тивет те ӗнтӗ. «Ан итле аннӳне, ывӑлӑм: вӑл хӗрарӑм. Вӑл нимӗн те пӗлмест. — Ба, ба, ба, Петр Андреич! Панкратов ик-виҫӗ кашӑк сыпрӗ те, хӑнаран нимӗнле ответ илтейменнине кура, пуҫне ун енне ҫавӑрчӗ. — Лашӑрсем килте-и? — ыйтрӗ Нагульнов, хӑйсене кунта ыррӑн кӗтсе илменнине асӑрхаман пек пулса. Ҫак сулӑ палуби вырӑнне Вильсонпа Мюльреди люксен решеткеллӗ виттисене сарчӗҫ, ҫапла вара сулӑ ҫине хум кӗрсе кайсан, шыв унӑн шӑтӑкӗсенчен сӑрхӑнса тӑма пултарать. Гетманец, револьверӗн кобурне уҫса, кутӑн-кутӑн чакрӗ. Уҫӑ вырӑнта чӑтма ҫук шӑрӑх пулатчӗ пуль, ун ҫинчен Гаррис юлташӗсене те каларӗ, анчах витӗр яман симӗс тӑрӑ айӗнче ӑна чӑтма йывӑрах пулмарӗ. Чиркӳ — туррӑн масар шӑтӑкӗ… Акӑ мӗн чи хӑрушши: эпӗ вилнӗ те выртатӑп, шӑла йӗрнӗ; ку — эпӗ, хама виҫӗ ҫултан ас тӑваканскер, акӑ халӗ эпӗ — ҫук! — Ҫитет суйма, — терӗ тепӗр хут Ергушов, куҫӗсене сӗркелесе. — Ну, акӑ, вӑл мана ӑсатма килӗшрӗ. Ӳссе ҫитнӗ, хастарлӑ Паулино Вэра ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӑрлатса кайнӑ. Повар судно ҫине упӑте пекех ҫӑмӑллӑн улӑхрӗ, унтан, эпир мӗн тунине асӑрхасанах, кӑшкӑрса ячӗ: — Эй, пӗлӗшӗмсем, мӗн тӑватӑр эсир? — терӗ. Анчах Дубровскийӗ илтеймерӗ те ку сӑмахсене, суранӗ ыратнипе тата хытӑ пӑлханнӑ пирки чунӗ тӑвӑрланса килнипе вӑл вӑйсӑрланса ҫитрӗ. Назанский ҫав тери хыттӑн чӗтӗретчӗ, ҫавна май шӑлӗсем унӑн шакӑлтатсах шаккатчӗҫ. «Ан шарланӑ пул! Хушнӑ чухне — патаккусене ил те шакка», тенӗ ӑна ӳсӗр старшинасем. Тӗлӗннӗ ҫынсем площаделле пӑхаҫҫӗ. Вӑл ачасене сирӗн батальонарсенчен пӗри усрама илнӗ иккен: вӗсем — сирӗн ачӑрсем. Ӑна мухтаҫҫӗ, а вӑл ҫапах кӑмӑлсӑр! Джим мӑн кӗленчерен эрех сыпать те сыпать, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл аташсах та каять: ытахалех ҫаврӑнма тытӑнать, ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрашать, кайран тӑна кӗрет те каллех пысӑк кӗленче патне пырать. Кӗҫех акӑ тӳремсенче пуринче те кӑвайт ҫунма пуҫларӗ. Куҫӗсем хӗмленсе ялкӑшма пуҫларӗҫ, пичӗ хӗрелчӗ. Ӑна хӑварса каймалла-и? — Ҫапла. Ҫурчӗн кантӑкӗсем — ҫӳлӗ. Ҫынсем Ҫӗре сӗтел ҫийӗ пек тикӗс тенинчен питех тӗлӗнмелли ҫук-ха, этем Ҫӗрӗн чӑн формине пӗлме ӑс ҫитернинчен тӗлӗнмелле. Вара никам шуйттанӗ те, пирӗн хаклӑ Давыдов юлташ пек, ҫавнашкал пӑтӑрмаха лекмен пулӗччӗ. — Анне! Вӑл Мюльредине харсӑр моряка чӗререн хумхатса яракан сӑмахсем каласа пачӗ. — Ҫитӗ, кайма вӑхӑт, — терӗ Маша, пӑртак тӑхтасан. Хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухса, Фелим хӳшӗ патнелле кайрӗ. Кӗсменҫӗсене вӑй кӗртекен, хӳрене вырнаҫтарнӑ вӑрӑм кӗсмеё вырӑнне ун аллинче чылай кӗске пӗчӗк кӗсмен ҫеҫ. — Мӗнле Федосьяна тата? Ун пек вӑйлӑ сасӑсем кӑнтӑрта ҫеҫ пулаҫҫӗ. Сывлӑш ҫавӑрса илнӗ чух вӑхӑтлӑха шӑпланакан кайӑксем ҫавӑн пек кӑшкӑраҫҫӗ. — Кама? дипломата-и? Лӗр хумӗ кӗрлесе иртсе кайни илтӗнми пулнӑ-пулманах тепӗр хум кӗрлесе пынӑ, хӑш чух вара сывлӑш ҫӗрӗпе те кӗрлеме чарӑнман. Унӑн вырӑнӗ прерин симӗс курӑкӗ ҫинче. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Кузьмичов кӳмерен мишук туртса кӑларчӗ. Спиридончо шомполпа чике-чике сирсе тепӗр ҫур мӑяна шырама тытӑнчӗ, анчах ӑна тупаймарӗ. Манӑҫса кайнипе хам «шкапӑмрӑ» уткаласа ҫӳре пуҫларӑм, Кораблев ӳсӗрнине илтсен ҫеҫ хам ӑҫта иккенне астуса илтӗм. Олейник хыҫалтан утать. Хӑш чух ӑмӑрткайӑк пек пулса тухнӑ, тет, — ҫавӑн пирки вӑл пурӑннӑ вӑхӑтранпа укҫа ҫине ӑмӑрткайӑк ҫапса кӑлараҫҫӗ, тет… — Глухов юлташ, хӑвӑр камсем пулнине мӗншӗн ҫийӗнчех каламарӑр-ха эсир мана? — Тӑванӑм! — Картта ҫине пӑхӑр. Вӑл пӑшалне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, анчах пени пулмарӗ, ун вырӑнне тӑклатнӑ сасӑ ҫеҫ илтӗнчӗ. Вӗсене кам та пулин форт е сеттльмент таврашӗнчен пӑхса тӑрас пулсан, ӑна ҫавӑн пек туйӑнса кайнӑ пулӗччӗ. Кичемленмешкӗн те, хавасланмашкӑн та сӑлтав ҫук пулсан, вӑл та, ку та ывӑнтарать, ҫинчен тата хӑвна кичем тытни ҫын хушшинче ытла кулӑшла тухать, ытлашши савӑнни те лайӑх мар… Тӗттӗм кӗтес пек, пушхир пек сас-чӗвсӗр, — ҫакӑн пек курӑнать сирсе те кӗмелле мар йӗплӗ тӗмӗсем ӳсекен сӗм вӑрман. — Эсир Генри Пойндекстере, хӑвӑр куккун ывӑлне вӗлернӗ, тесе айӑпланатӑр. Елена ӑна хирӗҫ утрӗ. — Вӑл тӑна кӗчӗ, вӑл ҫӑлӑнчӗ, тепӗр эрнерен сывалса ҫитет, — пӑшӑлтатрӗ Берсенев. — Николай Антоныч, ирӗк парӑр-ха, — ҫӑмӑллӑн каларӗ Кора6лев. Азовпа Хура тинӗс крайӗнче нумай ҫынна тытса хупнӑ. Эпӗ пыл хурчӗсем те ӗрчетмӗттӗмччӗ, кам пыл ҫиес тет — ҫавӑ кашни хӑй валли хӑй пыл туса илтӗр». Ҫакӑн пек чух вӑл халат кӗсйинчен карточка туртса кӑларса ҫӳллӗрех ҫамкаллӑ, тулли питлӗ, каялла тураса хунӑ ҫемҫе те кӑтрарах ҫӳҫлӗ, мӑнтӑртарах, кӑштах каҫӑр, чӑн-чӑн вырӑс сӑмсиллӗ, ачанни пек ачаш туталлӑ хӗр ҫине пӑхнӑ. — Ҫав тери йӗрес килет, Володя. Йӗри-тавра каллех шӑпланчӗ. Вӑл вунӑ пин ҫиҫӗм пӗлет хӗрринче сасартӑк ялтӑртатса кайнӑ пек туйӑнатчӗ. Кивви ҫӗнӗрен тапранма пуҫларӗ. — Спасипӑ, эсӗ лайӑх ача! — Апла эппин, эпир тухса тарсан, санӑн хӳшӗре юлма тивет. Чӑн та, унӑн куҫӗсем хӗрлӗ, куҫ хупанкипе сӑмси, вӑйлӑ сунас чухнехи пек, кӳпчесе кайнӑ, Комиссар сӗтелӗ ҫинчен температура листине илнӗ чух унӑн кушӑрканӑ аллисем чӗтрерӗҫ. Гусев пуҫне каҫӑртрӗ, ҫӑварне карсах пӑрахрӗ те — кӑн-кӑвак тӳпере ҫаврӑнакан тӗлӗнтермӗш чӗр чуна тӗсет. Унтан вӑл хӑйӗн котелокне аяккалла лартрӗ те, кашӑкне обмотка хушшине чикме мансах, ҫын сисиччен хӳшӗрен тухса кайрӗ. Эпир акӑ ҫав ҫатмана никам куриччен илсе анса вӑрмана йӑтса кайрӑмӑр; анчах малтан унпа та кукӑль йӗркеллӗ пулмарӗ, пӗҫерме вӗренсех ҫитейменччӗ пуль ҫав эпир, кайран тин майне тупрӑмӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, эпир иксӗмӗр актовӑй зала кӗрсенех (унта ӗнтӗ ташлама та пуҫланӑ) пирӗн шкулти чи чаплӑ ташлакансем хӑйсен хӗрӗсене пӑраха-пӑраха хӑварса, ун патнелле ыткӑнчӗҫ. — Сашенькӑна куртӑм, — терӗ вӑл ывӑлне. Тепӗр сехетрен… Тепӗр хӗрӗх пилӗк минутран эпӗ сире хам шухӑшӑма пӗлтерӗп. Анчах температура паллӑнах хӑпарса пымасть, ку вара Дэви теорине ҫирӗплетет. — Ҫапла, Аксель, шыв мӗнле кӑпӑкланнине асӑрхарӑм, куратӑн — тинӗс пӗр вунӑ фут ҫӳллӗшне хӑпарать пулас. Анне кӗпе саплать — атте кӗпине, — кам валли сапланине лайӑх пӗлетӗп эпӗ. — Николай Иваныч, ку нимӗне тӑман ӗҫех, — хыттӑн каларӗ Ромашов таҫти тепӗр пӳлӗмрен, ҫавӑнта вӑл хӑйӗн япалисене ҫурӑм миххине чикетчӗ. Пӗр чӑх какайӗпе бригада валли лапша пӗҫереймӗн. — Мӗншӗн ларатӑн, тетӗп? — иккӗмӗш хут ыйтрӗ Черняк. Паганельпе унӑн ӗмӗрхи юлташӗ Роберт лашисене ҫаптарчӗҫ те хуланалла вӗҫтерчӗҫ. Вӑл авланма, службӑна вырнаҫма ӗлкӗрнӗ — хӑй ҫапах та ним чухлӗ те улшӑнман. Петрикпе алла-алӑн тытӑнса ларакан амӑшӗ, Петрик шартах сиксе ҫӳҫенсе чӗтреннине туйрӗ. Пытару кунӗ пӗлӗтлӗ, тӗксӗм пулнӑ. Халӗ кимӗ шыв тӑрӑх пӗр сассӑр пекех йӑпшӑнса пычӗ. Ҫапах та кӗтмен ҫӗртен Корытов уншӑн тӑрӑшни Воропаева ирӗксӗрех хӗпӗртеттерчӗ. Устенька килне чуптарчӗ. Ерошка мучи казака Ванюша патне илсе кайрӗ. Анчах эсӗ ӑна мӗншӗн чармастӑн? — Усаллисем мар-тӑр, ырӑ турӑсемех пулӑшса тӑраҫҫӗ пуль ӑна, — тенӗ теприсем. Манӑн вара аялалла, Тверской еннелле, утма тӳрӗ килчӗ… Ниҫталла тармалли ҫук, эпӗ шыва чӑмрӑм пек те — вӑрантӑм-кайрӑм… Студентсем — аван халӑх, анчах вӗсем рольсене выляма васкаҫҫӗ, патша тӑшманӗсем вӗсене хӗтӗртсе пыраҫҫӗ! Кунта паллӑрах япала нимӗнех те ҫук; унӑн ик-виҫӗ ҫурчӗсенен Германире аран ҫеҫ пӗр ял пулса тӑмалла. Ташлама чарӑнчӗҫ, концерт пуҫланчӗ. — Мӗн, Гек? Кӳрентернӗ офицера курас мар тесе тӗме хыҫне пытанса ларнӑ Панталеоне малтанах фон Рихтер г-н каланине нимӗн те ӑнланаймарӗ, — ҫитменнине тата лешӗ сӑмаха сӑмсапа каларӗ. Анчах Панталеоне сасартӑк чӗтренсе илчӗ, малалла вӑр-вар утса тухрӗ, чӗтрекен аллисемпе кӑкрине ҫапрӗ те хӑйӗн хутӑш чӗлхипе: «а lа lа lа… Эрех питӗ ҫутӑ та пултаруллӑ, тулашӗнчен вара вӑл питӗ йӑлтӑркка. Мана ирӗксӗрех хам чи малтанхи хут вӗҫни аса килчӗ, ун чухне маншӑн пӗлӗт ахаль трасса марччӗ-ха. …Бернгардовкӑна «Правда» хаҫат матрицисене илме пынӑ та, ман куҫ тӗлне пулнӑ машинӑпа эпӗ Литейнӑй проспекта ҫитсеттӗм. Петр кӑшт лӑпкӑрах сӑнлӑ. Эпӗ сахал кӗлтӑватӑп, кӗлтӑвас пулать… Ылтӑнпа сӑрланӑ тимӗр диск пек курӑнакан кӑварлӑ шар, тем пысӑкӑш ваннӑран тухнӑ евӗрлӗ, океан хыҫӗнчен хӑпарчӗ. Эпӗ ӑна пур майпа та ачашласа лӑплантарма тӑрӑшрӑм, анчах вӑл, шуйттан ҫури, хытӑ ҫухӑрма, мана чӑрмалама тата ҫыртма тытӑнчӗ те, ӑна алран вӗҫертсе ятӑм. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн художник тепӗр хут портрет ҫине пӑхас тесе стена еннелле ҫаврӑнчӗ. Итлесе тӑракансем те куҫӗсемпе тӗлӗнмелле портрета шыраса унталлах пӑхрӗҫ. Варя ӑна хирӗҫ утрӗ. «Кукубенкона суйламастпӑр! Иртерех-ха: тути ҫинче амӑшӗн сӗчӗ типмӗн!» кӑшкӑрнӑ теприсем. Пурте тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ. Вӗсем камсем пулнине кала. Ӗҫе чышкӑпа татса пама лекнӗ, вара Кирдяга майлисем ҫиеле тухнӑ. Э? — Кам-ха ку тӑрать ҫакӑнта, кам аялалла, урайӗнчи хура ҫурӑкалла пӑхнӑ? Ку — Эпӗ. Чӳрече каррине хӑвӑрттӑн сирсе пӳлӗме ҫута пайӑрки кӗртрӗ те хӑйӗн инструменчӗсене тытса ача патнелле пӗшкӗнчӗ; Ту качаки пек, сӑрт-хысакри ҫамрӑк пӑлан евӗр ҫӑмӑл вӑл. Ҫакӑн пек усала систерекен ҫутӑра Мишель Флешар унта мӗн пуррине пӗтӗмпех курма пултарчӗ. Хопров чӗрине хаяр савӑнӑҫ шӑнӑҫайми тулса килчӗ, сӑмахӗсене сирпӗнтерет кӑна вӑл, — хӑй сасси ӑна аякран ют ҫын сасси пек илтӗнет. — Ялта, эпӗ вунӑ ҫултанпах кунта; шкул пӗтертӗм те — кунта килтӗм! Тен, каварҫӑсем Дикпа юлташӗсене мӗнле майпа чуралӑха сутни ҫинчен? — Ҫурҫӗр ҫилӗ? — тесе сиксе ӳкрӗ Паганель. Тӗрӗс калать анне, — хӑрушла вӑй илсе ҫӳрет ҫав ҫын хӑйӗн ӑшӗнче!.. Вӑл хӑйне хупса хуни иртсен, ӑна лере, хапха патӗнче, кам кӗтсе тӑрассине те аванах пӗлсе тӑчӗ, ҫавӑнпа та хупса хуни те ӑна пысӑк инкек пекех туйӑнмарӗ. Вӗсем манран унта та кунта кайма ыйтаҫҫӗ, а эпӗ вӗсене — нимӗнле калаҫу та пулма пултараймасть, кам каяс мар тет — хут ҫыр. Юпитер ытти шалти планетӑсенчен хӑйӗн спутникӗсем нумаййипе уйрӑлса тӑрать: вӗсем унӑн вуниккӗ шутланаҫҫӗ. Юпитер хӑйӗн спутникӗсемпе хӑех пӗр система пулса тӑрать. Никам та ҫавна тӗрӗсех пӗлмен. Хӑшӗ пӑрисем шутланӑ: вӑл ӑҫта та пулин Нуэсес шывӗ пуҫланнӑ тӗлте, ун Аламо ятлӑ юппи тӑрӑхӗнче пулӗ, тенӗ. — Манӑн коляска питӗ тӳлек, — хушса хучӗ телейсӗр ҫамрӑк Аркадий енне ҫавӑрӑнса. Ҫапах та ача шуралса, начарланса ҫеҫ пычӗ, унӑн сӑнӗ те питӗ мӗскӗннӗн курӑнчӗ. — Каҫхи апат валли ӗҫме-ҫимесене хатӗрлӗр, эпӗ вут шырама каятӑп. — Ҫак океан сарлакӑшӗ сирӗн шухӑшпа мӗн чухлӗ пулмалла? Эппин лайӑх какай та ҫиме пулать! Пусма тӑрӑх аннӑ вӑхӑтра виҫсӗмӗртен ҫӳҫ-пуҫа сӗрнӗ ҫу шӑрши вӑйлӑн персе тӑнине туйсан питӗ кулӑшла пек туйӑнчӗ мана. Шыв ҫийӗн кӗмӗл тӗслӗ тӗтре хӑпарать; тинӗс лӑпланчӗ, унӑн тӗкӗр пек ҫийӗнче пур енче те хӗрлӗ пичкесем майӗпен силленеҫҫӗ. Иван Кузмичӗ, салтак ачинченех офицере тухнӑскер, вӗренмен пулин те, пит тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын мӗн. Гремячий Лог хуторӗнче вара ҫӗрлесенче нимӗн хускатми шӑплӑх шӑнса хытнӑ пек тӗлӗрсе тӑрать. Савельич питӗ кӑмӑлсӑрланса итлесе ларчӗ. Феничкӑна Базаров килӗшнӗ; ҫаплах вӑл та Базарова килӗшнӗ. — Ку пачах кирлӗ мар. Анчах ӗҫ, йӗкӗт, кунта мар. Вара, ҫакӑн хыҫҫӑн Софья Павловна ун ҫине йӑлтах урӑхла куҫпа — юратнӑ ывӑлӗшӗн шикленсе тӑракан хӗрарӑм пек, амӑшӗ пек, хурланчӑклӑн пӑхса илнӗ. Ҫемйине ҫухатнӑранпа ӑна ним те илӗртмест, ун кӑмӑлӗ ҫапӑҫу хирӗсем патне кӑна туртӑнать. Дика кӑшт ытларах канмалла тесе ӳкӗте кӗртрӗ. — Ӗлӗкхи ӗлӗкхипе. Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Пӑван ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗ, унӑн сасси майӗпентерех те майӗпентерех илтӗнме пуҫларӗ: — Ну, ҫапла ӗнтӗ, эпӗ ҫӳрерӗм, ҫӳрерӗм, пуҫӑм ҫаврӑничченех, вӗҫӗмсӗр ҫӳрерӗм, ҫапах та нимӗн те тупаймарӑм. Ун патнелле кукленсе:— Мӗн эс? — тесе йӑвашшӑн ыйтнӑ. Йӑлтӑртатакан никельлӗ хирурги инструменчӗсем, ансӑр сӗтел, сӗтел айӗнче тем пысӑкӑш таз. — Эсӗ шавах чиперленетӗн, — терӗ вӑл, Маша еннелле пӗшкӗнсе. Маша хӗрелсе кайрӗ те пуҫне тата аяларах усрӗ. — Ирӗк парсамӑр, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. Маша хӑй тӗлӗнчен иртсен тата мана курсан, хулне сиктеркелесе тата ӳсӗркелесе, атте тепӗр хут ыйтрӗ: — Вольдемар, мӗн эсӗ, час-и? — Ну атя каялла; ӑпӑр-тапӑр илсе каятпӑр та укҫана хӑваратпӑр пулать-и? Унпа юнашар тӑракан лутрарах Нургалей, хӑйӗн аслӑ юлташӗ ҫине вӑр-вар пӑхкаласа илсе, траншейӑра пӗшкӗнмесӗрех, дисксемпе гранатӑсем, ҫунакан шӗвек бутылкӑсем хатӗрлеме тытӑнчӗ. Ман ӗҫ ҫук иккен! Анчах ҫапах та ҫак ӑссӑрлӑх пылак, сӗтеклӗ маншӑн, ҫӑва тӗпне кайтӑринех леш… хӑтаруллӑ перекетлӗх, ҫӑва тӗпне вӑркӑнтӑринех унпала пӗрле, ҫӗр вунӑ ҫул пурӑнса та вӑрӑм ӗмӗрӗн сайра тӗслӗхӗ пулса, хаҫатри вак-тӗвек хыпар шутне лекес текен ухмахла шанӑҫ… Ну, кирлех пулсан, мӗн тӑвайӑп ӗнтӗ… Ун ҫинче комсомол райкомӗнче ӗҫлекенсем — Борис Левицкипе Костя Зайцев лараҫҫӗ. — Кӳл-ха, тусӑм, кӳл. Ҫак шухӑш унӑн пуҫӗнчен те тухма пӗлмест. — Анчах эсир ҫавна ӑҫта куртӑр-ха, мистер О'Нил? Ҫаплах йӑл кулса тата Санин ҫине пӑхса, Марья Николаевна упӑшкине ывӑҫ тупанне тӑсса пачӗ. Вара Павел Андреевич Корчагин юлташа РКП(б) кандидатне илме сӗнекенӗн партстажӗ тесе ҫырнӑ графана ҫирӗппӗн «1903 ҫултанпа» тесе лартрӗ, ун ҫумне хӑйӗн хушаматне ҫырса хучӗ. — Хӑвах пӗлетӗн вӗт вӗсем тӗрӗс тунине. Ку чи интереслӗ те чи начар тӗпченӗ кӗтес. Тен, манӑн кӑмӑл ыттисенни пек мар пулӗ, анчах вӑл хӑйне палӑртмарӗ; тен, эпӗ сан умӑнта айӑплӑ пуль? Офицер васкасах хӑйӗн хучӗсене ҫутӑ ҫӑраҫҫиллӗ ҫӗнӗ портфеле чике-чике хучӗ. Мана хутӗлес ҫын пӗртен-пӗр эсир ҫеҫ; мана мӗскӗне, хута кӗрӗрех. Карчӑк пӗр чӗрҫи хӑяр пуҫтарнӑ та картишне кӗме хатӗрленсе тӑрать. Анчах хуҫа хӑйӗн тарҫисенчен пӗрне, вӑйлӑ турӑ лашине, питех те ыр кӑмӑллӑ чӗрчуна, мана ертсе ҫӳреме хушрӗ. Эсӗ пирӗн христиан юнӗпе тупнӑ мӗнпур хысна вӗсен аллинче иккенне манатӑн-им?» Юрать, мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп: ларатӑп та тепре мӗн те пулин илтичченех тӑмастӑп. — Пит те сӑваплӑ, сума тивӗҫлӗ ҫын, вӑл Саваоф турӑран ним чухлӗ те уйрӑм мар; анчах пӗр ҫылӑхӗ пур унӑн: хӑйӗн укҫине ҫӗре чава-чава чикет, укҫи вара ҫавӑнтах тутӑхать… Овод пекех этӗ унтан хамӑн сӑнӳкерчӗкӗме кӑтартса:— Енчен мана ыйтма ирӗк парсан, кам ку? — тесе ыйтӑп. — Тинӗс-и? — ыйтрӗ вӑл. Икӗ прошени те суд аллине кӗнӗ, ҫапла вара интереслӑ та чаплӑ ӗҫ пуҫланасси паллах пулнӑ; анчах пӗр кӗтмен сӑкӑлтӑк пулса иртни ку ӗҫе тата пысӑкрах интерес кӗртрӗ. Эсӗ пушкӑрт ҫынни мар, калмӑк мар, ҫавсен пӗтӗм пуянлӑхӗ те — пыйтӑсем те сурӑхсем ҫеҫ… Килхушшинче урисене аран хускатса, пӗтӗм кӗлеткипе сулӑнса утса, Иван:— Нимех те мар, — эпӗ пултаратӑп… — тесе пычӗ. Ҫӗнӗ Конституци проекчӗ социализмӑн ҫав тата ытти ҫавнашкал тӗрекӗсем ҫинче тытӑнса тӑрать. Павел кӑвак сатин кӗпепе, хура шӑлаварпа. Пур вак япаласене те тӗрӗссипех астуса тӑма ҫуккипе, эпӗ герой хушаматне кӑштах улӑштартӑм тата унпа пӗрле пулса, ӑна йывӑр пурнӑҫӗнче геройла ӗҫсем тума пулӑшнӑ ҫынсене те урӑх ятсем патӑм. Вӗсенче ӑнланмалла маррисем те, ытлашши те пур, — ну ӗнтӗ, ҫын нумай калаҫнӑ чух унӑн пӗр вунӑ сӑмах ытлашши те тухать… Шухӑшла-ха эсӗ — халӑха вӗлернипе, ҫынсен чунӗсене пӑснипе хӳтӗленсе, хӑйсене мар сыхлаҫҫӗ вӗсем, хӑйсемшӗн мар тӑваҫҫӗ ӑна, — хӑйсен пурлӑхӗшӗн тӑваҫҫӗ. Старик, чӳрече патнелле кармашса, темӗнле ҫыхӑсене салтма тытӑннӑ, хӑй, ҫав вӑхӑтрах, Фома ҫине пӑхмасӑр:— Чӑрсӑр эс… — тесе сӑмахне тӑснӑ: — Куҫусем те, темӗнле, тӗксӗм… Мӗн чухлӗ ҫапӑҫма тӗл килмен унӑн тӑшмансемпе, кашнинчех ҫиеле тухнӑ. Лашасем калаҫма чарӑнсанах, эпӗ икӗ хутчен «еху» тесе кӑшкӑртӑм, ҫак сӑмаха эпӗ лаша пек кӗҫенсе калама тӑрӑшрӑм. — Билетшӑн укҫа тӳлекен халӑх хӗнет. Нимӗн чухлӗ те-и? — Ухмах! Савелий сӑмахӗ вӗсен сӑнӗ ҫинче темле тӗлӗнмелле ҫивӗч кулӑ ҫуратрӗ. Анчах эпӗ паян хӑрушӑ ӗҫсен эрнинчи юнкун пулнине, пирӗн ҫылӑх каҫарттармаллине тата нимӗнле япӑх ӗҫ те тума юраманнине аса илтӗм, вара тӑрук уйрӑмах ӑшӑ кӑмӑллӑ пулса тӑрса, Николай патне пытӑм. Тӑван мар аттен юлташӗ, лутака та самӑрскер (вӑл та вилӗм батальонӗнченех иккен) аннене кӑмӑл тума, ун ячӗпе черкке ҫӗклеме сӗнчӗ. Раймагазин патне ҫитеспе эпӗ кӑштах тӳрленме пуҫларӑм, вара, вӑл ӑнкартса иличчен, ӑна пит ҫӑмартинчен чап! чуп туса илтӗм те, ним илмелли ҫук пулин те, магазиналла чупрӑм. Мунито ҫын умне «ӗҫлеме» тухас умӗн сӗтел ҫине Джекӑнни евӗрлӗ саспаллиллӗ кубиксем лартнӑ. — Хӑҫан килет вӑл пирӗн пата хӑнана? Ӑна вӑрттӑн хуйхӑ пусать: тӳррипе каламасть те, анчах эпӗ пӗлетӗп, сӑлтавӗ сирӗнте кунта… Ун патӗнче эпӗ Стёпушкӑна чи малтанхи хут куртӑм. — Мӗн кирлӗ-ха ҫӗре? Кулленхи сӑмах-юмаха, халӑх пурнӑҫне тишкерессе вӑхӑтлӑха та пулин манса, пулас спектакль пирки ӑҫта ҫитнӗ унта сӑмахлаҫҫӗ. Чӑрмантарас марччӗ ӑна. Чирлӗ ҫын чӑнахах та тӑна кӗчӗ. Унӑн температури чакнӑ. Ывӑниччен ислететтӗм, вара ҫавӑн хыҫҫӑн, вӑл манӑн ӑвӑс пекех ҫемҫе пулатчӗ… Ҫав хушӑрах чей те вӗресе тухрӗ; ҫул ҫине илсе тухнӑ икӗ печӗк стакана чемоданран кӑларса чей тултартӑм та пӗрне ун умне лартрӑм. Эсир хӑвӑр ӳт-тир тӑрӑх ӑшӑ ҫӗкленнине, ҫӳлтен ҫӳлелле хӑпарнине туятпӑр, унтан вара пӗр сас-чӗвӗсӗр-мӗнсӗр ерипен-ерипен чӗре ӑшӑнма пуҫлать. Нимӗҫсенчен, французсенчен мӗн ырлӑхӗ кӗтмелли пур! Хӑрӑр. Анчах Зинаида хӑйне хӑй питӗ йӗркеллӗ, мӑн кӑмӑллӑ, чӑн-чӑн княжна пекех тыткаларӗ. Гриша ывӑлӑма хам пиллӗхӗме яратӑп; сана вӑл аван пӑхать-и? Вӗсенчен пӗрисем, ҫыхса пӑрахнӑскерсем, тӑшман патӗнче ҫеҫ вӑраннӑ, теприсем вӑранмасӑрах нӳрӗ ҫӗре кӗнӗ, Хлиб атамана хӑйне ляхсем шӑлаварсӑр тата ҫиелти тумтирӗсӗрех хӑйсен станне илсе кайнӑ. — Тумтирӗсем ҫук. Эпӗ киле кайрӑм. Кам пӗлет, темле ҫын!» шут турӗ Наумов хӑйӗн ӑшӗнче. Амӑшӗ ҫынсем протокол ҫине алӑ мӗнле пуснине пӑхса тӑчӗ, унӑн пӑшӑрханни иртсе кайрӗ, чӗри вӑйсӑр тапма пуҫларӗ, кӳреннипе, нимӗн тӑвайманнипе куҫӗ куҫҫульпе тулчӗ. Манпа Нехлюдов хушшинчи туслӑх Шӑп ҫав тапхӑрта ӗнтӗ манпа Дмитрий хушшинчи туслӑх йӗп вӗҫӗ ҫинче кӑна тытӑнса тӑчӗ. — Ну, мӗнле? — терӗ ӑна Паганель. — Пу-ян мушик мӗнлерех ҫиет пунш-гля-се… — такмакне малалла тӑсрӗ Веткин. — Капла эсир пире пурӑнма та памастӑр. Эпӗ унпа пӗрле dell'ellustrissimo maestro Россини оперинче — «Отеллӑра» юрлама телейлӗ пултӑм. Шӑпах ҫав самантра тул енчен такам сасси илтӗнсе кайрӗ: мелник шӑпланчӗ, тӳрӗрех тӑрса итлесе пӑхрӗ. Сӗтел ҫине вара Ленин сочиненийӗсен ҫирӗм пилӗк томне пурне те йӗркеллӗ майлаштарса хунӑ. — Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫав карап аманнисене хӑй ҫине илме тесе чарӑнмарӗ-и вара? — Вӑл мана тӗлӗнтермест, — терӗ Гленарван. Мур илесшӗ, кӳрентерет! Хӑшӗсем симӗс е сарӑ кофта тӑхӑннӑ, теприсем авалхи кӑн-кӑвак тӗслӗ, кӗпесемпе, хыҫала хӗреслетсе ылтӑн тӗслӗ хӑюсем ҫӗленӗ. Ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ вырӑс улпучӗн савӑнса киленмелли йӑпанӑвӗсем. Ҫук, Огнянов ӑна пӗр тунса тӑмасӑр тӗрӗссипе каламалла, хӑй шӑпине кампа ҫыхма пултарасса пӗр пытармасӑр пӗлтермелле. Тухса кайни Мӗн те пулин тума шутласан, Гленарван ҫавӑнтах вара, вӑхӑта ҫухатса тӑмасӑр, ӑна пурӑнӑҫа кӗртет. Ну, кала ӗнтӗ! — Пӗлместӗп, темскер хӑтланаҫҫӗ! — Ҫапла, пульӑ шӑхӑрнине те хӑнӑхма пулать-ҫке, урӑхла каласан, чӗре сехӗрленсе сикнине те пытармашкӑн хӑнӑхатӑн. — Кӑна эс ман пирки-и? — ыйтнӑ Фома, пӑртак тӑхтасан. — Апла пулсан, акӑ мӗн! Халь ман патӑмран офицер тухса кайрӗ. Хуть мӗнле пулсан та, сыхланас шутпа тунӑ ӗҫсем ушкӑна тӗл пулакансенчен хӳтӗлеме ҫителӗклӗ. Грэй та ҫак решенине ырларӗ. Революци килсе ҫитнӗ. Маттур сунарҫӑ! Ҫавӑнта каясчӗ, ҫавӑнта, шуйттан илесшӗ, ҫавӑнта! — Лукашкӑн ҫӗнӗ лашине курса-и? — ыйтрӗ карчӑкӗ, — леш, Митри Андреич парнелесе пани ҫук ӗнтӗ, ӑна улӑштарнӑ. Вара малалла талпӑнакан Жирана эпӗ аран тытса чаратӑп, вырӑна ҫитиччен темиҫе хут ӳкрӗм. — Каялла ҫаврӑн, ырра мар ку, Нагульнов юлташ! — кӑшкӑрса ячӗ хапха патне ҫывхаракан Щукарь мучи. — Пулӗ те, анчах вӑл, ҫапах та, аван ҫын. Чыслӑхна мӗн ҫамрӑкран упра. — Переходов хӑйӗн айӑпӗпе инкек курчӗ, вӑл палла ӗнтӗ… Тумлан, кайӑпӑр, — терӗ. — Вӑтанӑр, капитан Кольхаун, — терӗ майор, ӑна чарса, пур ҫын та тарӑхса кайнине кура. Юратмастӑп эпӗ ҫавна, ачам, кӑмӑла каймасть. — Ман хыҫҫӑн, тусӑмсем, — тесе кӑшкӑрчӗ Мерри. Малта пыраканнисем чупма пикенчӗҫ. Кайран, Марья Васильевна, — кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленсе кайрӑм эпӗ, — штурмана Седов лейтенант экспедицийӗ илсе тухнӑ вӗт. Унӑн ӳчӗ нумай вӑхӑт хытӑ чуптарнӑ лаша айӑкӗсем пек йӑлтӑртатрӗ. — Ҫапла, ҫапла ҫав! — тесе кӑшкӑрать вӑл. Унӑн ҫитменлӗхӗсем пур пулин те, эпӗ ӑна питӗ юрататӑп, малашне те юратӑп. Анчах сасартӑк хӑй паҫӑр кӑна-ха йӑрӑс пӳллӗ, илемлӗ подпоручик пирки, хӗрарӑмсен тӗлӗнӗвӗ-хӑпартланӑвӗ, хастар генерал куҫӗсенчи кӑмӑллӑх-киленӗҫ ҫинчен мӑнаҫланса ӗмӗтленнисем асне килчӗҫ те, ӑна ҫав тери намӑс пулса кайрӗ, вӑл вара самант хушшинчех пичӗпе кӑна мар, кӑкӑрӗпе те, ҫурӑмӗпе те хӑмач пекех хӗрелсе ларчӗ. Ҫамрӑк ненец, паҫӑр пӑлан ӳкернӗскер, халӗ пире Ванокана ҫитмелли ҫул кӑтартма пирӗн штурман пулнӑскер, хӑйӗн арӑмӗпе сывпуллашать, арӑмӗн куҫӗсем те шывланнӑ. Ку вӑл пирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнать, мӗншӗн тесен арӑмӗ пӑлан тирӗнчен тунӑ шӑлавар тӑхӑннӑ, ҫивӗт вӗҫне тӗрлӗ пустав хӑюсем ҫакса тултарнипе ҫеҫ ӑна арҫынсенчен уйӑрса илетӗн. — Тӗп-тӗрӗс, — ҫирӗплетрӗ Уэлдон миссис. — Ҫакӑн ҫинчен «Вальдек» капитанӗ каланине Том илтнӗ. Кондрат мӗншӗн партире пулма тивӗҫлӗ маррине эсӗ ӑнланмастӑн пулсан, эпӗ сана тӗплӗн ӑнлантарса паратӑп, вара эсӗ сӗлӗ ҫине пӑхакан лаша пек тулхӑрма пӑрахӑн… Фома ӑна куҫхӳрипе кулкаласа сӑнанӑ. Суллӑн ҫак хатӗрсем пур: икӗ вӑрӑм каштаран ҫыхса хӑмасемпе тӗреклентерсе лартнӑ пӗр мачта, виҫҫӗмӗш каштине урлӑ хурса утиялсенчен парус туса карса янӑ, вӗренсем ҫителӗклӗ пулнипе ҫаксене пурне те питӗ тӗреклӗ туса лартнӑ. Эсӗ вӗт ҫавах нимӗн те ӑнланмастӑн! — Эсир мана темиҫе хут та курнӑ, анчах ӑна курнӑ теме юрать-и? Сыв пул! Юханшыв тӑрӑх нумай ҫӗре тӑратса хӑварнӑ наблюдательсем вӗсене кӗтсе илсе, привал тунӑ ҫӗре ерте-ерте пычӗҫ. Ылтӑн тӗрӗ ӑна улталанӑ. Анчах ҫак инкексемшӗн ҫиле пуриншӗн те каҫармалла: Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче вӑл виҫме ҫук пысӑк усӑ парать. Мана сан патӑнта ют ҫынсем патӗнчинчен лайӑхрах пулать, ҫитменнине тата акӑ мӗн: халӗ манӑн сирӗн ҫемьене пӑхас, сире пулӑшас пулать вӗт-ха? Тата ҫак ҫын, ҫулсеренех хуҫалӑха шалтан шала кӗрсе пырса, хӑйне Артамоновсен пурнӑҫӗнче питех те кирлӗ ҫын вырӑнне шутлани Петра пушшех те килӗшмен. Ман ҫумра пӑшал ҫук, кунта ӑна мӗншӗн хампа илсе ҫӳрес-ха ман? Капланнӑ шывӑн тӗпӗнче куҫкӗски ҫинчи пек курӑнса, ҫав ҫутӑсем омбу йывӑҫҫи тавра меслетсӗр пысӑк вутлӑ тӗнче туса хураҫҫӗ. Туппа тем пулнине аякранах сиснӗ Озеров чупса ҫитрӗ те станина умне пӗшкӗнсе ларчӗ. — Юрать! Лешӗ ҫывӑратчӗ вара ҫапла пӗр-икӗ талӑк! Унсӑр пуҫне, тепӗр хурӑнташӗ те Луизӑна обществӑн сӑмахӗ пырса тивессинчен ҫавӑн пекех хытӑ сыхланӑ. Малалла, лере — хӑмӑр шыв йӑлтӑртатса юхса выртать, вӑл ӑшӑх вырӑнсенче тата ҫыран ҫывӑхӗнче яланах пӗр пек ҫиҫсе, мӗлтлетсе тӑрать. Вӑл шартах сикӗ, мана палласа илӗ. Вӑл сиксе тӑчӗ, анчах, вырӑсла тата тутарла вӑрҫа-вӑрҫа, каллех ӳкрӗ. Катя портречӗ Пӗррехинче, йытӑ площадки тӑрӑх иртнӗ чух, Катя мана:— Ак ҫакӑнта Ромашов пурӑнать, — терӗ. Эпӗ сирӗн хушшӑрта пулмӑп: анчах ман юрату сиртен нихҫан та уйрӑлас ҫуккине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп, ҫак шухӑш чӗрене хӗпӗртеттернипе эпӗ ҫывхарса килекен вилӗме лӑпкӑн, хӑрамасӑр кӗтетӗп. — Хулиганла ӗҫсем тума ӑста, анчах ответ тытма хӑратӑр! Ку санӑн, ҫамрӑкӑн, ӗҫ мар, ку — старик ӗҫӗ. Ҫынсем мана юратсан, эпӗ те юрататӑп… Мӗнле тискерлӗх! Ҫапах та ҫапла урлӑ-пирлӗ калаҫни, мӗн пулса иртни хӑйшӗн пур пӗрех тени те тӗрӗс марччӗ-ха, вӑл хӑй аптраса ҫитнине тата ытларах кӑтартни ҫеҫ пулчӗ. Мана темшӗн палачсем ҫавнашкал мӑнтӑрскерсем пулмалла пек туйӑнать. Тӗрӗсрех каласан, эпир кӑна ӗненсех тӑратпӑр. Ҫапла вара, документа йӗркене кӗртнӗ чухне Патагони ҫинчен калаҫнисем пирӗн пӗтӗмӗшпех йӑнӑш пулнӑ. Вӑрмантан нӳрлӗх шӑрши килнӗ, лӑпкӑлӑх вӗрнӗ, уҫланкӑра ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем шавлӑн хӗвӗшнӗ. Павел, юлташӗ ҫине пӑхса, ун патне ерипен утса пычӗ. Пӗррехинче, Павел ӑна ӑсатма ҫенӗке тухса хӑй хыҫҫӑн алӑк хупмасӑр хӑварсан, амӑшӗ вӗсем хыпаланса калаҫнине илтрӗ:— Ялава эсир ҫӗклесе пыратӑр-и? — шӑппӑн ыйтрӗ хӗр. Ҫак тертлӗ те йӳҫек шухӑшсемпе асапланакан Ромашов хускалма хӑват ҫитериччен тепӗр пилӗк минут иртрӗ. Вӗсем пӗтӗм ҫын валли телей тупмалли ҫул ӑҫтине тӳррӗн кӑтартса парӗҫ, вӑл ҫул йывӑрри ҫинчен тӗрӗсне тӳрех калӗҫ, хӑйсем хыҫҫӑн никама та ирӗксӗр илсе каймӗҫ, анчах вӗсемпе юнашар тӑрсан — вӗсенчен нихҫан та уйрӑлмастӑн, пӗтӗмпех тӗрӗссине, шӑп ҫак ҫулпа — урӑххипе мар — каймаллине куратӑн! Халӑх ушкӑнӗнче аптӑраса ӳкнӗ завхоз Яков Лукич кӑна пӗр самантлӑха вӗлтлетсе илчӗ, анчах вӑл та лӑках пырса тулнӑ вӑрӑм урапасем хыҫнелле тарса пытанчӗ. Ҫулӑм пӗрре вӑйлӑланнӑ, тепре имшерленнӗ май тӗттӗмри кӗмӗл хурӑнсемпе ылтӑн хыр вуллисем е ҫутталла тухса тӑнӑ, е каллех тӗттӗмелле тарса пытаннӑ. Вут сӳнме пуҫласан, сасартӑк тункатана сӗм тӗттӗм чаршавӗ хупӑрласа илнӗ те, вара хыттӑн шавлакан ҫӗрлехи тискер мӗлкесем пӗр-пӗринпе хӑрушшӑн пӑшӑлтатса, капланса пынӑн туйӑннӑ. Ватӑ йытӑ та эпӗ, сысна кӗтӳҫи те, тата сан суранун сӑлтавҫи те эпех иккен! Кашниех вӗсем сӗтелӗн пӗр енне йышӑннӑ: тӑваттӑмӗш енӗ пушах пулнӑ. Ун чухнехи ҫынсем тар шӑршине те манса кайӗҫ… Анчах каретӑра ларакан ҫитерсе самӑртнӑ, мӑн кӑмӑллӑ та тӑмпайла упӑте, мӑнтӑр хырӑмӗ ҫине кӗленче татӑк-кӗсӗкӗ хунӑскер, нихӑҫан та ирӗклӗхӗн мӑнаҫлӑ чеченлӗхне ӑнланаймасть, хавхалану савӑнӑҫне туйма-чухлама пултараймасть, хӗрлӗ хӑва туратти ҫинче кӑп-кӑпӑш кӑчкӑсем кӗмӗлленнине курса, хӑпартлануллӑ тӗлӗнӗвӗн пылак куҫҫулӗпе йӗреймест! Эпӗ пур майпа та вулама чееленсе хӑтланаттӑм, карчӑк темиҫе хут та кӗнекесене ҫӗте-ҫӗте тӑкрӗ, сасартӑк вара эпӗ лавка хуҫине шутсӑр пысӑк суммӑллӑх — хӗрӗх ҫичӗ пуслӑх парӑма кӗрсе ӳкрӗм! Хӗрарӑм пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтре пуҫларӗ. — Ура пусма шел. Эпир сире каллех пӑхӑнса тӑма хатӗр, анчах, паллӑ условисем тӑрӑх тата эсир пирӗнпе договор тума килӗшсен ҫеҫ пулӗ. — Чипер-и, Ромашка? — терӗм ӑна ҫӗкленмен кӑмӑлӑмпа. Хӑвӑр патӑра хӑҫан пыма юрать, кунне, сехетне каласа парӑр та адресӑра ӑна хӑварӑсӑрччӗ. Алексей ҫапла шухӑшласа выртрӗ: Оля хӑйӗн таса кӑмӑлне пула, ӑна, урасӑр ҫынна, качча тухать, ҫавӑн пиркиех хӑй техникӑллӑ аслӑ шкулта вӗренсе тухас ӗмӗтсене пӑрахать, хайне, инвалид-упӑшкине, тата, кам пӗлет, тен ачисене те тӑрантарса усрама тӑрӑшса, службӑна кӳлӗнет… Юрдан ҫеҫ хӑйӗн кил-йышӗпе ҫакӑнта тухса ҫӳреме хӑять. — Ҫапла, пӗлетӗп… вӑл вара тӗнчере нимӗнрен те хӑрамасть. Анчах та унӑн ҫак туйӑм ҫухалмарӗ, — вӑл кайран, чей ярса панӑ чух, именнӗ пек кулкаласа, хӑйне те, вӗсене те пӗр тан тивекен ӑшӑ, ачаш сӑмахӗсемпе хӑйӗн чӗрине шӑлнӑ пек пулса каларӗ: — Эпир, йывӑр пурнӑҫ ҫыннисем, — пурне те туятпӑр, анчах пире каласа пама хӗн, хамӑр ӑнланатпӑр пулсан та, каласа пама пултарайманшӑн — намӑс пире. — Хӑвӑр патӑрта пурӑнаканнине ӗҫтер. Эпӗ хама хам тата хамӑн иртнӗ кӑткӑс, килӗшӳсӗр, пӑсӑк пурнӑҫа манма пултараймарӑм. Манӑн пуласлӑх вара мана татах та ытларах шанчӑксӑррӑн курӑнать. Тутине хытӑ пӑчӑртаса, хохол тенкел ҫине ӳпкевлӗн ларчӗ, унпа юнашар Самойлов тӑрса кӑтра ҫӳҫӗпе сулса илчӗ. «Мӗнех вара, атьӑр договор тӑвар», — терӗ доктор. Вӑл пиртен хӑтӑлаймасть. Иртнӗ каҫхине ман патӑма Мунчо чупса пычӗ… Вӑл хӑйне Филиппе Ривэра тесе чӗнни ҫинчен тата революцишӗн ӗҫлеме хатӗрри ҫинчен пӗлтернӗ. Хам романтикла ӑс-пуҫлӑ пуля пирки, эпӗ ку ҫынна пуринчен вӑйлӑрах, чи малтанах ҫыпҫӑнсаччӗ. Унӑн никам пӗлми пурӑнӑҫӗ мана юмах пек туйӑнатчӗ, хӑй те вӑл мана темӗнле, ҫын пӗлме пултарайман тӗлӗнмеле повеҫӗн геройӗ пек курӑнатчӗ. — Ах, Халл капитан, — терӗ Дик Сэнд, — Динго калаҫма пӗлес пулсан! — Ахальреххисем… — Тата тархасланине те, йӑлӑнса ӳкӗтленине те итлемен ҫын пулмалла, — хушса хучӗ Симурден. Вӑл хӑйне кирлӗ маррине, юттине йӑлтах пӑрахрӗ те хӑйне тупрӗ; ҫакӑ вӑл художникшӗн сайра тӗл пулакан телей! Эсир — пӗтӗм пурнаканӑн турри. Хампа юнашар вӗҫекенни салтак марччӗ, ҫынвӗлеренччӗ. — Шӑпах райкома хирӗҫри юпа ҫинче хура труба ҫакӑнса тӑрать, анчах, турӑ каҫартӑр, епле кӑшкӑрать вӑл! Эпӗ музыкӑна е, тӗрӗсрех каласан, фортепьяно калассине хамӑн туйӑмсемпе хӗрсене сӑхлантармалли меслет вырӑнне хутӑм. Шыв хӑпарсах пырать, питӗ вӑйлӑ юхтарать, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, тӑватӑ сехет тӗлнелле вӗсемпе ҫирӗм пилӗк мильӑна яхӑн анаталла кайма пулать, унта тул ҫутӑлас умӗн сулӑран уйрӑлатӑп та, ҫырана ишсе тухса, Иллинойс енчи вӑрмана кӗретӗп. Ҫӗрле, вӑранса кайсан, эпӗ кам та пулин кантӑкран шаккамасть-и тесе, итлесе пӑхаттӑм. Пӗр-пӗр калавра вулани асӑма килчӗ пулинех. — Унпа юлташӗсене кунта мӗнле вӗлернӗ? Чи кирли ҫакӑ — епле те пулсан тырӑ пуҫтарма памалла мар». Хапхана илемлетекен хитре чугун чӗнтӗрсем алӑсемпе тытма ҫирӗп, мускуллӑ пӗчӗк урасемпе пусма шанчӑклӑ пулчӗҫ. Туя чӗн. Эпӗ унӑн сӑннех кураймарӑм. Анчах та ҫара ӳт ҫинченех тӑхӑнса янӑ пиншакне, кӗпе вырӑнне шарф уртса янине пурпӗрех асӑрхарӑм. Пристаньте тӑракан пароходсем пурте е хурал карапӗсем е купцасен пулнӑ. Вӗсене тиеме те тытӑнман-ха. Шӑрши — йӑлт коньякӑнниех, тӗсӗ те сухӑр евӗр сап-сарӑ. Вара арҫын ача хӑйпе юнашар хӗрача ҫине вӑрттӑн пӑхкалама пуҫларӗ. — Эпӗ ун ҫинче ку таранччен никам пӗлмен, тупман пӗр-пӗр усал пӑрҫа тупӑнӗ тесеттӗм. — Илтетӗн-и, Динго? — терӗ Халл капитан. Пӑхӑр: авӑ алтарь пусмисем тӑрӑх юхать-ха вӗри те ӑшӑ юн! Вӑл ман ывӑл чӗринчен юхать, ӑна сирӗншӗн тӑкнӑ! Санин нимӗн те ӑнланса илеймерӗ: унран кулать-и вӑл, е тӗрӗсех калать? «О, санпа хӑлхана усма юрамасть!» тесе ҫеҫ шухӑшларӗ. Ку ман правилӑпа ман искусствӑна пӑсать. Мӗн тӑвӑпӑр-ха эпир ку пӗчӗкҫӗ чунпа, синьора? Вӑл хӑй ҫурӑмӗ ҫине ҫӗклемне лайӑхрах майласа хумашкӑн пӗр-икӗ минутлӑха чарӑнса та тӑчӗ. Иконӑна сутасси ҫинчен калаҫса татӑлсан, приказчик ыйтать: — Мӗнле ҫӗнӗ хыпар пур-ха хулара, Петр Васильич? — Камран ытлашши мар пулӗ, тетӗн? — чурӑссӑн ыйтнӑ Щуров. Пӗррехинче, Баймакова ӑна хӗр пек ачашланипе хумханса кайса, Артамонов ӑна:— Эсӗ мӗнле ҫул ҫине тӑнине эпӗ ӑнланатӑп. Эпӗ хӑвӑртрах кимӗ хӳрине сикрӗм, кӗсмен илсе, кимме ҫырантан тӗртсе яма тӑтӑм. «Ан тив, пултӑр эппин латин чӗлхиех, — тесе шухӑшлатӑп хам ӑшӑмра, — эсӗ ҫак пӑтранчӑка майлама пӗлсен, савнӑ пиччем, санӑн пуҫу ӑслӑ та пулмалла!» тесе шухӑшларӑм. Вӗсем хӑйсен суранланнӑ салтакӗсене тырӑ пуссисенче, упасаррисем хушшинче пытарса хӑварнӑ, ҫапӑҫу пӗтсен вара илме каялла таврӑннӑ. Пӑван йӗрӗннипе чӗтресе илчӗ те каялла чакрӗ. Кунта пурпӗрех ҫывӑрма май пулмасть! Луччӗ тата уткаласа ҫӳрес, унтан мӗнле те пулин аслӑк айӗ е утӑ капанӗ тупас та, ҫавӑнта ҫывӑрас, унта тасарах та лӑпкӑрах пулӗ, терӗ Пӑван. Кайран эпӗ ӑна акӑлчан чӗлхи ҫине куҫартӑм. Унта ним улӑштармасӑрах куҫарсан ҫапла ҫырнӑччӗ: «Пысӑк Ту-Этем (Куинбус Флестрин тенине эпӗ ҫапла куҫаратӑп) камсулӗн сылтӑм кӗсйине ухтарса пӑхсан, эпир пысӑк хулӑн пир татӑкӗ тупрӑмӑр, вӑл сирӗн величествӑн керменти хӑнасене йышӑнмалли тӗп зала кавир вырӑнне сарма та ҫитмелле. — Ку мӗне кирлӗ-ха тата? Сывлӑшра шлепкесем вӗҫе пуҫларӗҫ. Ҫӗршер алӑ шашкӑсене савӑнӑҫлӑн сулкаларӗҫ, мӗнпур вӗтлӗхре, шӑртланнӑ чӗрчун евӗр вӑрӑм патаксем ҫине лартнӑ хӑмӑр ҫӑм шлепкесем ҫӗкленчӗҫ. Астӑватӑп, пӗрре Глюмдальклич мана апат ҫимелли пӳлӗме йӑтса кайса, унта пӗрле выртакан ҫав пысӑк вунӑ е вуник ҫӗҫӗпе вилкӑсене кӑтартрӗ. Эпӗ кун пек хӑрушшине нихҫан та курман пулӗ тесе шухӑшлатӑп. Анчах та хама ун умӗнче айӑплӑ маррине тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫитермесӗр манӑн ӑна, кирек те мӗн пулсан та, парӑнас килмен-ҫке-ха. Ӗлӗк-авал вӗренес текен ҫыннӑн пупсемпе-манахсемпе ҫыхӑнмалла пулнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. Юлашкинчен Пӑван майӗпен:— Синьора Болла! — тесе чӗнчӗ. Вӑл пырса ҫитнӗ пӗрремӗш хула Линдалино ятлӑ пулнӑ, вӑл королевствӑри чи пысӑк хуласенчен пӗри шутланнӑ. — Пӗр иртен-ҫӳрен мещанинпа пӗрле тухса тарчӗ, — терӗ Бирюк, шӑл витӗр кулса. Кимӗ Марс ҫийӗн ҫӳлте-ҫӳлте ишет. Ҫавӑн пекле вӑл пуринпе те, паллах, манпала та калаҫатчӗ; анчах пӗр ик-виҫӗ хутчен ӗҫтерсе-ҫитернӗ хыҫҫӑн вӑл манпа пӑртак ҫемҫерех калаҫма тытӑнчӗ, пӗррехинче тата пӑртак тӗлӗннӗ пекле те каларӗ: — Сан ҫине пӑхатӑп та эпӗ ӑнланса илейместӗп. Вунвиҫӗ ҫын юлчӗ. Хӑрушӑ числа. Хуть мӗн те пулин пӗрне ыйтсанччӗ, каҫар, турӑҫӑм, ман ҫылӑха, — мӑкӑртатрӗ вӑл, аллисене сулкаласа. Вӑл Шотландин хытӑ чӗреллӗ ҫыннисене те, Малькольм-Кэстль тарҫисене те чун-чӗререн тытса силлерӗ, вара вӗсем сывлӑша хытӑ янратса кӑшкӑрма пуҫларӗҫ: — Сывӑ пултӑр пирӗн хуҫан ҫамрӑк арӑмӗ! Хуҫа валашка илсе килчӗ, унта сӗлӗ ячӗ те лаша ҫӑварлӑхне вӗҫертрӗ. Кӑшт аяккарахра, вӑрманта салтаксем шавлаҫҫӗ. Пит хытӑ ыратать-и вӑл сан? Унтан вӑл аякранах тинӗс шывӗ йӑлтӑртатнине курса:— Зунд! — тесе кӑшӑрса ячӗ. Алӑк умӗнче икӗ жандарм тата вӗсен хушшинче арестант курӑнса кайрӗ. — Атя! — терӗ Андрей хыттӑнах. — Ну, калӑпӑр, ытах та этемӗн кӑмӑлне мӗнпур япала пурте тавӑрса тӑрать пулсассӑн?.. — калаҫӑва хутшӑннӑ Фома. — Итле-ха, тусӑм, — Лозневой та лар ҫинелле тайӑнчӗ. Ҫак тӗрӗсе тухма пултаракан ответ ытла та кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ӑна илтсен пӗтӗм каютипе шалт тӗлӗнсе лӑпланчӗҫ. Сыхланӑрах, Огнянов, ҫийӗнчех темиҫе пусӑма чакнӑ пулӑттӑм. Халлӗхе пемеллисем те пур чухне, рамада алӑкӗ умӗнче вут ҫулӑмӗ явкаланса тӑнӑ чухне, килсе тапӑнасран хӑрама та кирлӗ мар. — Ах, эсир, пирӗн аттемӗр, пире ырлӑх кӳрекенсем! — тесе нӑйкӑшма тытӑнчӗ вӑл каллех. — Лукашка мӗнле-ха? Май пур пулсан, ху хирӗҫ кушакла макӑр. Юлашки сӑмахсене вӑл хӑй ӑшӗнчен кӗтмен ҫӗртенех питӗ ҫинҫе, шӑхӑракан фистулӑпа хӗсӗнтерсе кӑларчӗ, мӗншӗн тесен кӑкӑрӗнче унӑн сывлӑш ҫитеймерӗ. Хамӑра ҫул кӑтартакана — эпӗ чей ӗҫме чӗнтӗм. Анчах ман арӑм часах ҫӗрле шӑлне шатӑртаттарма вӗренчӗ. Сирӗн питӗ нумай ӗҫлес пулать-ха пирӗнпе — о-о-о!.. Пӑхӑр кунта, акӑ вӑл. Шкула кайма юрамасть ӗнтӗ, паллах. Малалла утрӗҫ. Марийка хӑйне хӑй пуринчен те ҫирӗпрех тыткалама тӑрӑшрӗ, пуринчен те ытларах ӑшӗ вӑркарӗ унӑн. Хирӗҫле енсем ирхине, 6 сехет тулма пилӗк минут юлсан, хуларан 3 1/2 ҫухрӑмра вырӑнаҫнӑ «Юманлӑх» ятлӑ ращара тӗл пулчӗҫ. — Ах, эсӗ шӑршлӑ гризер! Вӑл Умрихина тӗлӗнтерсе час-часах тӗмескесенчен тата йывӑҫ тымарӗсенчен такӑнкаласа илет. — Ӑҫтан килетӗн? Унтан ҫав тӗлӗнмелле тӗркене йӗнер пуҫӗнчен ҫакса ярса, хӑй кӗсри ҫине хӑпарса ларнӑ та каялла сеттльменте кайнӑ. Аялалла, ҫӗр айнелле анса пырать тейӗн, параппан сасси хуллен пусӑрӑнса, йӑннӑҫем йӑнса пычӗ, вара сасартӑк, ӑна тӳнтерсе-йӑвантарса та таптаса-хуҫлатса, ун ҫинелле оркестрӑн ҫиҫсе ялтӑракан, илемӗпе пач уйрӑлса тӑракан хаваслӑ хумӗ ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ. — Лайӑхрахчӗ… лайӑхрахчӗ. Унта вырӑнсем ирӗклӗччӗ, шывшурлӑччӗ, пирӗн йӑваччӗ, кунта тӑвӑр, ҫӗршыв типӗ… Тамӑка пурӗпӗр ҫитеймерӗм, хуратут шатрисене пӗтермелли эмеле те илсе килеймерӗм. Хамӑн начальниксемпе командирсене пӗр калаҫса тӑмасӑрах итлеме пулатӑп. Ну, атя! — Лаша тытасси пачах хӑрушӑсӑр япала мар. Тепӗр минутран вӑл Фомана пӗр аллипе кӑкӑрӗ ҫумне ыталаса илнӗ, тепӗр аллипе ун пуҫне, ҫамкаран пусса тытса, хыҫалалла авса хунӑ, унтан, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса:— Епле пиҫсе кайнӑ… ӳснӗ, тулнӑ… маттур! — тесе, чылайччен пӑхса тӑнӑ. Вӑл пысӑк асаппа аяккинелле ҫаврӑнса выртрӗ. Коридор тӑрӑх сулахай енчи иккӗмӗш алӑк. Ляхсем пурте ялавсем патнелле чупма тытӑнчӗҫ; анчах вӗсем йӗркеленсе тӑма та ӗлкӗреймерӗҫ — курень атаманӗ Кукубенко хӑйӗн незамайковецӗсемпе тӑшмана каллех варринчен пырса ҫапрӗ те тӳрех пысӑк хырӑмлӑ полковнике тапӑнчӗ. Ҫын ҫак кышласа, тап-таса ҫуласа якатнӑ шӑмӑсем ҫине пӑхса тӑчӗ, шӑмӑ варрисенче шупкакӗрен тӗслӗ сасӑсем курӑнаҫҫӗ. Анчах Айртон боцманран Бен Джойс пулса тӑнине мӗнле пӗлме пултарнӑ-ха Мак-Набс? Кун пек пулла пасарта кӗрепенкепе виҫсе сутаҫҫӗ, илекен нумай. Ҫуйӑн какайӗ юр пек шурӑ, ӑшалама лайӑх. Вӑл ыттисене пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫе — ют ҫын садне е пахчине ҫаратма сайра-хутра ҫеҫ ертсе кайкаланӑ, анчах, харсӑр бурсак ӑҫта та пулсан чӗнсен, вӑл ыттисенчен малтан чупса пынӑ, нихӑҫан та, темле йывӑр килсен те хӑйӗн юлташӗсене сутман. Вуникӗ сехет ҫитнӗччӗ. — Ия, сеньор, эпӗ килтӗм. — Пуҫтарма юрать-и, — терӗҫ ҫурӑм хыҫӗнче. Портри «морзянкӑсем» кайӑк пек чӗвӗлтетеҫҫӗ, таҫта (ахӑртнех тинӗсре, инҫех те мар пулас) темле пароходӑн «искровикӗ» калаҫать. Вӑл Гакуаль патне пырса тӑчӗ. Анчах ку кирлӗ мар-ха. Унашкал ҫынсем час-часах сивлекрех чунлӑ, ытла тӗрӗс шухӑшлакан пек, туйӑмсӑр пек курӑнаҫҫӗ. Лайӑх ӳтлӗскер, яштака та вӑйлӑ, сывлӑхлӑ ача, хӑй вуннӑра кӑна пулин те вуникӗ ҫулхи пиччӗшӗпе пӗр тан пулнӑ. — Виҫӗ хутчен икшер ҫӑвар ҫырттартӑм эп ӑна. Чӑннипе каласан, ВВС командующийӗ капитана торпедно-бомбардировочнӑй полка янӑ-ха — капитанӑн капла ҫӗнӗ ӗҫ вӗренмелле пулать ӗнтӗ. Мӗскӗн ача, вӑл амӑшне курасшӑн хуйхӑрать. Ҫук, пулма пултараймасть». Николай Петрович пытанса тӑчӗ. Вӑл Разметнова совместительство йӗркипе колхоз ӗҫӗсене туса пыма хушрӗ те, хӑй паллӑ мар вӑхӑта иккӗмӗш бригадӑна кайма хатӗрленчӗ. Катапац калаҫнине Гленарван сӑмах чӗнмесӗр итлет. Ӑна вӑхӑт та, инҫетре пулни те сирсе яма пултараймарӗ. Оленина татах та хаваслӑрах пулса кайрӗ. Эпӗ — государь, — терӗ. Марья Ивановна хӑвӑрттӑн ун ҫине пӑхрӗ те умра хӑйӗн ашшӗ-амӑшне вӗлерекен тӑнине палласа илчӗ. — Ан тивӗр мана! — Мӗншӗн тесен, пирӗн мӗнпур лашасенчен ҫав тимӗрҫӗ таканлани анчах сывӑ юлчӗ. Кирек мӗне те йӗрке хушнӑ пек ҫеҫ тӑвать. Вӑл алӑк янаххи ҫумне таянчӗ, пирус чӗркесе туртса ячӗ те ик-виҫ хутчен тарӑннӑн сӑвӑрнӑ хыҫҫӑн лӑпкӑнрах та шӑппӑн, вӑхӑт-вӑхӑт пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ: — Сана пӗр пытармасӑр каласан, Ҫемен, эпӗ манӑн арӑм пулнӑскер Тимошка виллине курсан макӑрма пуҫлать пулӗ тесе шутланӑччӗ… Ҫӗнтерӳ. Херача шутсӑрах хавасланса кайнӑ. Том та питӗ хӗпӗртерӗ. Озеров капитан хӑвӑрт чӗркуҫленсе ларчӗ. Васкамасӑр, ывӑлне каламалли сӑмахсен йывӑрӑшне тӗрӗссӗн виҫсе, урисемпе хӑрӑк та патӑрка курӑк тунисене лапчӑтса, ашшӗ ун патне кайрӗ. — Эпӗ ӗнтӗ сирӗнпе пӗрле пӗрремӗш хут ҫеҫ мар: каллех шаккаса ярӑпӑр. Ҫав кӗнекере Галилей, пит асӑрханнӑ пулсан та, Коперник вӗрентӗвне хӳтӗленӗ. Пур ҫӗрте те ӗҫ ҫукран кӗрӗк арки йӑвалани, ҫурри пӗлмесӗр, ҫурри пӗлсе тӑрсах хӑйне хӑй йӑпатни — ачана хуть те мӗнпе йӑпат ӗнтӗ, анчах вӑл ан йӗтӗр, — унтан акӑ сасартӑк, пуҫран пырса ҫапнӑ пекех, ватӑлӑх килсе ҫитет — унпа пӗрле вара леш, яланах ӳссе пыракан, чӗрене кӑшлакан, чуна ҫиекен вилӗм хӑрушлӑхӗ… акӑ тамӑк та! — Лайӑх ҫакнӑ! — мухтаса илчӗ Квейс. — Аха! — терӗ хӑрах куҫли. Широкогоров хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ, американец хӑйӗн блокночӗ ҫине темӗн ҫырса хунине курсан та, вӑл питех пӑлханмарӗ. Старик, пуҫне хаяррӑн чӗтретсе илнӗ те, хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса, сад пахчи сукмакӗпе кил еннелле васканӑ… … Эпӗ ҫак ӗҫе хам мар, такам урӑх ҫын тунӑ пек туйса, руля старт патнелле тытатӑп, вӗҫме ирӗк ыйтса, аллӑма ҫӗклетӗп. Кунта ҫеҫ эпӗ Грэй хӗҫпӑшалсӑр пулнине асӑрхаса, ӑна хамӑн кортика патӑм. — Ӑҫта пурӑнатӑн? Кунта мӗн чухлӗ вӑхӑт тӑрса ирттернине вӑл хӑй те пӗлмерӗ. Каллех чӑрмав, каллех ҫул пӳлӗнчӗ!.. Хӑй ури патӗнче хуралса выртакан ҫак типӗ вар урлӑ мӗнле каҫмалла? Тата мӗнле замок-ха ку? Вазуза ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу ҫинчен Макариха путлӗн нимскер те пӗлмен-мӗн. Пӗчӗк пӳлӗмре калла-малла уткаласа ҫӳрене чух, эпӗ унӑн умне пырса тӑтӑм та ун ҫине хаяррӑн пӑхса илтӗм. — Сан пирки суранланса, кӗҫ-вӗҫ тупӑка каяс пек уйӑхӗпех выртни сана ҫителӗклӗ пулмарӗ пулас, эсӗ манӑн аннеме те пӗтерес терӗн пулмалла? — терӗм. Унӑн ӳт-пӗвӗ сивчире ернӗ пекех чӗтреме пуҫларӗ. — Ним тума та ҫук, тухас пулать. Вӑл ахаль шпик ҫеҫ пулас. Мӗне кирлӗ иккен! Ромашов, ҫалхун пулин те, ниепле кулса илмесӗр те чӑтаймарӗ: ҫак «тум форми яланхиехне» — пакунлӑ мундир та сӑрлӑ пиҫиххи — шӑп та шай ӗнтӗ яланхилле мар чухне тӑхӑнаҫҫӗ: судра, халӑх умӗнче вӑрҫса намӑслантармалла пулсан та пӗр-пӗр начар ӗҫпе начальство патне пынӑ вӑхӑтсенче. Эпӗ ҫынсене вӗсен инстинкчӗ тата пурӑнӑҫри кичемлӗхӗ хӑваласа кӗртнӗ ҫак шӑтӑксенче ухмахла сӑмахсенчен юратӑвӑн пӑлханӑвӗсемпе асапӗсем ҫинчен чӗрене пырса тивекен юрӑсем хунине, «вӗреннӗ ҫынсен» пурӑнӑҫӗ ҫинчен киревсӗр легендӑсем епле пулса тухнине, ӑнланмалла мар япаласем ҫине мӑшкӑларах, тӑшманла пӑхасси епле пуҫланса кайнине сӑнарӑм, «чуна лӑплантармалли ҫуртсем» манӑн юлташсем питех те хаяр, ҫилӗллӗ пӗлӳсем илсе тухакан университетсем пулса тӑнине куртӑм. — Кала-ха мана, Артур, ҫавӑн ҫинчен хӑҫантанпа шухӑшлама тытӑнтӑн эсӗ? — тесе ыйтрӗ Монтанелли ун енне ҫаврӑнса, хытӑрах сасӑпа. Пӗр ҫамрӑк пуян итальянец Джиованни Мочениго Брунон Европӑри тӗрлӗ хуласенче пичетленсе тухнӑ йышлӑ сочиненийӗсемпе интересленем пек пулнӑ. Бруно патне вӑл: эпӗ санӑн вӗренекенӳ пуласшӑн, вӗрентнӗшӗн пӗр хӗрхенӳсӗр тӳлӗп, тесе ҫыру ҫырса янӑ. Ирӗксӗрлесе урӑх ҫӗршыва пурӑнма янӑ ҫынна тӑван ҫӗршывне таврӑнма хӑрушӑ пулнӑ, анчах Мочениго вӑрттӑн чееленсе: хамӑн учителе тӑшмансенчен сыхлама пултарӑп, — тесе шантарнӑ. Эсир ман ҫинчен кирек мӗнле усал шухӑшласан та, унпа ман килӗшмеллех… Эпир шӑмӑ таранах йӗпенсе пӗтетпӗр. Антон Пафнутьич, кил хуҫи ӳкӗтне кӗмесӗрех, васкавлӑн пуҫ тайрӗ те ҫавӑнтах тухса кайрӗ. Сӑмахӗсем кашнийӗнех ытлашши, ӗҫӗ — ҫитмест вара, — терӗ те вӑл, хӑвӑрт тӑрса, алӑк патнелле утрӗ. Эпӗ таврӑниччен ватӑ кӗсре пӑртак кӗтсе тӑтӑр-ха. Уҫӑ ҫӑварӗнчен сарӑхса кайнӑ ватӑ асавӗсем, ҫапах та тӗреклӗскерсем, курӑннӑ тата юхса аннӑ ҫӑра сӗлекен ҫинҫе ҫиппи ҫилпе силленсе тӑнӑ. Турра тав ту эсӗ тӗнчере Зуев мастер пулнӑшӑн! — старикле мухтанса илчӗ протезист, чӗнсене салтса, Алексейӑн хӑнӑхманнипе каштах тӑртанма та ӗлкӗрнӗ урисене пушатса. — Ислет лайӑхрах, ан чакнӑ пултӑр! — кӗсйинчи пан улмисене кӑларса, ҫывхарсах килекен ҫутӑсем ҫинелле пере-пере, кӑшкӑрчӗ Квакин. Ҫӳллӗ те кӗрнеклӗскер, вӑл вутӑ купи ҫинче ларса, михӗсем юсанӑ, хулӗ таран ҫара аллисем унӑн хӑвӑрттӑн ӗҫленӗ, хӑй шав Фома ҫине пӑха-пӑха кулнӑ. Хам нимӗн те ӗҫменшӗн савӑнтӑм, анчах ӗҫнипе ӗҫменни пӗрех: вӗсем мана пурпӗрех сисес ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ сывламасӑр тенӗ пек выртатӑп. — Эсӗ ӑҫта ҫухалтӑн? — савӑнӑҫлӑн ыйтрӗ вӑл. Вилене тӳрех палларӗҫ: вӑл вӑрласа, ҫын вӗлерсе ҫӳрекенскер, рецидивист Фимка Череп пулнӑ, уголовнӑй розыск ӑна лайӑх пӗлнӗ. Анчах вӑл курать, унӑн юлташӗсем татах телейлӗ хаваспа ҫуталнӑ, ӑна ҫавӑ та ҫитет. Анне рояльпе ҫак икӗ пьесӑна час-часах калатчӗ; ҫавӑнпа вӗсем манра хускатнӑ туйӑма эпӗ питӗ лайӑх астӑватӑп. Даша инке мана илтмӗше хывса, сиксе тӑчӗ, темшӗн пирӗн пӳрт тавра ҫаврӑнса чӳречерен пырса шаккарӗ. Вӑл, Фома енне хӑяккӑн ҫаврӑннӑ та, Любӑран:— Мӗнле шутлатӑн эс, атте час таврӑнмалла-и? — тесе ыйтнӑ. Лешӗ ҫинҫе сассипе мӗскӗннӗн нӑйклатать иккен, вӑл пур ҫавна ҫаплипех карланкине пӗтӗрсе чикет. Ҫӑмламас ҫӗлӗкӗсене курсанах тата вӗсем йӑсланине илтсессӗн те, эсир ӗненес те ҫук,— чӗрем ҫурӑлсах каятчӗ. Ҫын тарма тытӑннӑ пулсан, упа ун ҫине сиксе те ларнӑ пулӗччӗ. Анчах ҫынни хускалмарӗ. «Эпӗ тухса кайни ҫинчен лешсем вӑрахчен калаҫӗҫ-ши?» — пырса кӗчӗ ун пуҫне шухӑш. * * * Санин ҫав кунах Джемма Слоком г-жа патне, Нью-Йорка ҫыру ячӗ. Вӑл иртен пуҫласа каҫченех, ирхи апатпа кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ уйӑрӑлса, вӗҫӗмсӗр вуланине тата вӗҫӗмсӗр ҫыра-ҫыра пынине кура Лёля тӗлӗнсех каять. Тӑхтӑр-ха, эпӗ сире пӗрне куҫарса парам. Ҫын вара ганшпугпа, рычагпа хирнӗ пекех хирсе, туппа тӳнтерсе ячӗ. Хӑвах калаттӑн-ҫке, сирӗн вӑхӑтра вунпиллӗкрисене авлантарнӑ, теттӗн… — именсе хирӗҫленӗ Фома ашшӗне. Ҫак румпель ман пурнӑҫа ҫӑлса хӑварчӗ: вӑл Гэндса кӑкӑрӗнчен пырса ҫапрӗ, Гэндс ҫавӑнтах ҫӗре ӳкрӗ. Гэндс ура ҫине тӑма ӗлкӗриччен, эпӗ вӑл мана хуса хӗстернӗ кӗтесрен тухса тартӑм. Улттӑмӗш вагонри пассажирсем ҫине усал ӗҫ тӑвакансем тапӑннӑ. — Эх, кӑҫал шыв ҫӳлӗ, эсрелӗ! — Ҫывӑр, темскер шутласа ан кӑлар, — ыйӑх тӗлӗшпе каларӗ Давыдов. Хӑй валли, хӑйне ҫеҫ кирли. Иван Иванович эрнере икӗ хут сухалне хырать, Иван Никифорович — пӗр хут. «Ҫук, эпӗ ыттисем асапланса ӗҫлесе ларнине ӑнланаймастӑн», терӗ вӑл: «Пӗр картинӑна темиҫе уйӑх ӳкерекен ҫын вӑл ман шутпа тӑрӑшса ӗҫлекен ҫын ҫеҫ, художник мар. Воропаева пурӗ те виҫӗ кунлӑха кӑна, кайран курӑнӗ. Вӑл ҫаплах чӗнмерӗ. Пурӗ те пӗр арҫын ача та хӗрӗ ҫеҫ. Хӗрне качча парсан, никам та юлмасть. Вӗсене телескоппа пӑхса, вӗсен радиосигналӗсене итлесе, ученӑйсем атмосферӑн пит ҫӳлти сийӗсем ҫинчен нумай ҫӗнӗ япаласем пӗлеҫҫӗ. Эпӗ хамӑр учитель хӑшпӗр ҫынсене курайманнине ырлатӑп. Доктор, ултӑ утӑм виҫсе парсамӑр… — Пӗлетӗп! — терӗ амӑшӗ. «Кам унта?» тесе ыйтрӗ хӑйӑлтӑклӑ та ыйхӑллӑ сасӑ. — Эпӗ илсе каятӑп… Эпӗ кама хам лайӑх тытнӑ чухне вара Том тесе чӗнеҫҫӗ. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗ хальхи вӑхӑтра фашизмӑн тискерлӗхне хирӗҫ кӗрешекенсемшӗн пуриншӗн те кӑмӑлӗсене хӑпартакан пулӑшу тата чӑн тӗрек пулса тӑрӗ. Шурӑ Кашкӑр самантрах ури ҫине сиксе тӑнӑ та, пӑшалне илсе алӑк патнелле кайнӑ. Кӑна пӑхаҫҫӗ. Пур япаласем те хулӑм тусан сийӗпе витӗннӗ, чӳречесемпе тумбочкӑсем ҫинче нумайранпа шӑварман чечексем саралса, шанса кайнӑ. — Ара эсӗ мана калаҫма памастӑн-ҫке. «Манӑн ют ҫӗршыври юлташсем». Камсем вӗсем? — Ҫук! Пӗр каҫхине эпӗр арӑмпа иксӗмӗр юланутпа кайрӑмӑр. Чылай вӑхӑт хушши, темӗн пек тӑрӑшрӑм пулин те, ӑнланмалла мар калаҫнисӗр пуҫне нимӗн ҫинчен те илтеймерӗм. Анчах хуллен илтӗнекен сасӑсем вӑйланнӑҫем вӑйланса пычӗҫ, вара юлашкинчен мана темиҫе сӑмаха, пуринчен ытларах капитан ҫӑварӗнчен тухакан вӑрҫнӑ сӑмахсене илтсе юлма май килчӗ. Плантатор ҫав пӗччен уҫӑлса ҫӳрессисене хирӗҫ тӑман, хирӗҫ тӑма мар, вӗсене ырланӑ ҫеҫ. Унӑн пуҫне шиклӗ шухӑшсем пырса кӗни те, — ун пек шухӑшлама майӗ те пулнӑ ӗнтӗ, — часах сирӗлсе кайнӑ. Эпӗ, Дон ҫинчи Аслӑ ҫарӑн казакӗ, «Тӑван Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» кӗретӗп, хамӑн начальниксен приказӗ тӑрӑх, Христос тенӗн чи усал тӑшманӗсене тата Россия халӑхне пусмӑрлакан коммунист большевиксене хирӗҫ пӗтӗм вӑйпа тата пур майпа та юлашки юн тумламӗ юлмичченех ҫапӑҫма сӑмах паратӑп. — Лайӑх асӑрха. — Мӗншӗн тесен, — терӗ вӑл — кун пек сӑвӑсем ман учителе, Василий Кирилыч Тредьяковские ҫеҫ тивӗҫлӗ, вӗсем унӑн юрату такмакӗсем пек туйӑнаҫҫӗ, — тесе хучӗ. Ҫак сӑмахсемпе вӑл ӑна кассах татрӗ. — Марыся, — мӑкӑртатрӗ старик, — вӑрмантан ман пата вилӗм килет те ӗнтӗ; тӗнчере эсӗ пӗр-пӗччен, хӑр-тӑлӑха тӑрса юлатӑн. Гремячий Лог хуторӗнчен ҫурҫӗр еннелле, ҫеҫенхирти ӗнтрӗкре тӗксӗммӗн курӑнса выртакан сӑртлӑ тӳпесем, ҫырма-ҫатрасемпе варсем, талккишпех тӑсӑлса кайнӑ вӑрмансем леш енче, инҫетре-инҫетре — Совет Союзӗн тӗп хули ларать. — Кур-ха акӑ, эпӗ епле! Шанч, шанч!.. Титокӑн пешни лайӑх… Шанч!.. Ара эсӗ хӑвӑртрах кӗрӗкне тӑхӑнса яр, унсӑрӑн шӑнса пӑсӑлӑн та, пӗҫҫӳ-каҫҫуна тӑратсах выртӑн! Нагульнов кӗске кӗрӗкне уртса ячӗ. Ыран каҫхи ултӑ сехетре вӗҫме палӑртрӗҫ. Нимӗҫсем хулана отряд тухса кайсан виҫӗ кунран пырса ҫитрӗҫ. — Вӑл — мӗнле апла? Халех взвода каятӑп! Унӑн, мӗнпур вӑйне пухса, юлташне хӑй патне туртса илмелле, анчах вӑл ҫакна тусанах хыҫалта пыраканӗсенчен пӗрийӗ: «Ушкӑна кӗр!» — тесе, чӑпарккапа ҫапать-ҫапатех. Матра полицейски хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ туса пымасть тесшӗн мар эпӗ, ун пирки иккӗленме кирлӗ те мар. Сигнал парас пулать. Анчах вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗн касмӑкӗнчен ниепле те хӑтӑлса тухайман. Эпӗ аллӑма кастарӑп… анчах хам тивӗҫе сутмастӑп, — терӗ вӑл. Сасартӑк илтӗннӗ сасӑ унӑн сӑмахне татрӗ. Сӗм тӗттӗм ҫӗр-каҫсене, вилӗм ҫинчен, вилӗм ҫинчен кӑна юрлакан ҫиле пӑрахса хӑварнӑ. Унӑн тата мӗншӗн ыйхи ҫук-ши?» — тесе шухӑшласа илчӗ Андрей, алӑка шӑппӑн уҫнӑ хушӑра. Мӗн пулнине вӑл тӑруках тавҫӑрса та илеймерӗ, анчах ҫарти хӑнӑху ӑна тӳрех сиксе тӑрса лартса, пистолетне тыттарчӗ. Флинт е Билли Бонс ҫавӑн пек тунӑ пулӗччӗ. — Мӗн вара, арестантсем? Тепӗр кунне, ирхине вӑл, нимӗн те пулман пекех, аялти хута анчӗ. Апата яланхи пекех вӑхӑтрах, анчах нимӗн тунсӑхсӑрах ҫиет, шикленетӗп, стойка умне хӑех тӑрса хӑналанса яланхинчен ытларах ӗҫрӗ. Ӗҫнӗ вӑхӑтра хӑй ҫилӗпе чашкӑрать тата пӗрӗхет, ытлашши ӗҫнӗшӗн ӑна никам та асӑрхаттарма хӑяймарӗҫ. Кирек мӗнле пулсан та, ывӑлӗ ашшӗшӗн судья мар, — пуринчен ытла эпӗ, пуринчен ытла хамӑн ирӗклӗхе нимӗнрен те, нихӑҫан та хӗстермен аттешӗн. Унӑн пит-куҫӗ тӗлӗнмелле, хӑй ҫав тери сывлӑхсӑр, ҫав тери. — Кирлӗ? Ку карап ҫинче пӗр шлюпка та курӑнмасть ҫавӑнпа команда ҫӑлӑннӑ пуль тесе шутлас килет. Эс нимӗн те ӑнланмастӑн! — кӑшкӑрса пӑрахнӑ Ежов. Тахҫан авал корольпе король арӑмӗ пурӑннӑ. Елена ҫийӗнчех хирӗҫ каламарӗ. — Ҫапла ҫав, — мӑкӑртатса илчӗ Брузжак, пуҫне кантӑкран кӑларса. Пуҫтар пӗтӗмпех, — командӑланӑ Васса. — Ҫапла ҫав, вӑл инкек пуласса сисет. — Ара, куратӑп, анчах вӗсем мӗскер-ши — ӑнланса илейместӗп. Шурӑ эрехне вара Яков Лукич ун патӗнче час-часах ӗҫкелетчӗ, кашнинчех тата: «Хӑналанӑшӑн тавтапуҫах» тесе, тав туса хӑваратчӗ. «Чыхӑнса ларӑсӑнччӗ хӑть эсӗ ҫав эрехпе!» — шухӑшлатчӗ Хопров ҫакна кураймасӑр сӗтел айӗнче хӑйӗн ҫур пӑт йывӑрӑш, тараса пуканӗ пек чышкисене чӑмӑртаса. Мунча кӗртни ӑна пӗр вӑхӑтлӑха пулӑшма тивӗҫ, кайран унта курӑпӑр. — Никак ҫук. Сирӗнтен ыйтса тӗпчесшӗн пулӗ… — Э-э, ак ӑҫта иккен-ха вӗсем! — терӗ вӑл пире шыра-шыра супнӑ хыҫҫӑн тинех тупнӑ пек пулса. — Мӗнле? Великобритани аллинче-и? — тесе ыйтрӗ Паганель. Хӑй сисмесӗрех Давыдов тирпейсӗртерех ҫӳре пуҫларӗ, кӑмӑлӗ те улшӑнчӗ унӑн: час-часах шӑртланма пӑхать — халиччен ун пек нихҫан та пулман, сӑнран пӑхма та вӑл Шырланпуҫа килнӗ малтанхи кунсенчи пек маттур та патвар курӑнмасть ӗнтӗ. Чӗрӗк сехетрен кукӑль пиҫрӗ. Кук Ҫӗнӗ Гвинеяпа Ҫӗнӗ Голландин хушшинче пролив пурри-ҫуккине пӗлесшӗн пулнӑ. Тӗрмере ларакан ытти ҫынсем ӳстернӗ… Туфта пукан ҫинче тӳсӗмсӗр хускалса илчӗ. «Питӗ те шел», тесе хирӗҫленӗ Лиза. — «Amalia — sagte auf einmal mein Vater, — килер-ха кунта, кунта ҫамрӑк ҫын пур, вӑл пирӗн Карла пӗлет! Дик Сэндпа ун юлташӗсем васкаса тинӗс хӗррипе юханшыв вӑрринелле утрӗҫ. Ун чухне вӗсен пуҫлӑхӗсем: «Пушмакӑрсене пӑрахса хӑварма пултаратӑр, анчах пӑшалӑрсене сыхлӑр!» тесе кӑшкӑрнӑ. Пӗлетӗр-и, Арчаковский хӑйӗн тиншӗкне ман умрах ҫав тери вӑйлӑ хӗнесе тӑкрӗ, эпӗ аран-аран кӑна уйӑртӑм ӑна. Ман шутпа, ку — акӑш-макӑш пысӑк тинӗс чӗрчунӗ! — терӗ Бенедикт пичче. — Эсӗ ҫак теттене илсе шаларах пытар-ха. Ӗнтӗ вӑл мана хӑйне тухса кайма вӑхӑт ҫитичченех ятларӗ. — Ҫурри ҫӗрнӗ хӑма… Ҫук, пӗчӗк арча пулмалла. Нимӗҫсем ку аэродрома палӑртнӑ пулсан, вӗсем ун патне вак калибрлӑ артиллерипе те, шултрарах миномётсемпе те персе ҫитерме пултарнӑ. Тиканӑн тути-ҫӑварӗ хӑпаланса ҫуркаланнӑ, ҫав ҫурӑксенчен юн сӑрхӑна-сӑрхӑна тухать. Король ятлаҫса илчӗ, анчах ытлашши кӑшкӑрашмарӗ, унтан калаҫӑва урӑххи ҫине куҫарса, каллех мана тапӑнчӗ. Мана вӗсемпе венчет туса яман. Ҫак чул мана тип-типех туйӑнса кайрӗ. Вӑл хӑйне хирӗҫ лӑпкӑн ответ панине илтрӗ: — Юлашки вӑрҫӑ ку, урӑх вӑрҫасшӑн мар. — Акӑ, пӑхӑр-ха ун ҫине, Уэлдон миссис, — калаҫрӗ Халл капитан. Вӑл Джеммӑна тархасларӗ, ун патнелле аллисене тӑсрӗ, анчах ӑна сӗртӗнме хӑяймарӗ, — Сире ӗнентерес тесе… мана мӗн тутарасшӑн эсир? Телеграфист «ЛЕНИН» — тесе ҫырнӑ юлашки сӑмах ҫине тепӗр хут пӑхрӗ. — Дмитрий… — пӑшӑлтатрӗ Елена, унтан пуҫне унӑн хулпуҫҫи ҫине хурса питне пытарчӗ. Василий Иванович ӑна тӗрлӗрен ыйтусем парса пӑхрӗ, анчах капла Базарова ывӑнтарнине пула, старик хайӗн кресли ҫине кайса ларчӗ те, сайра-хутра кана пӳрнисене лутӑркаса шатӑртаттарчӗ. Хура Степа, пӳлӗм варринче ылтӑн пуҫлӑ туяна ҫурта пек ҫӳлелле ҫӗклесе тӑрса, командӑсем парать. Пичче, эпӗ, унтан проводник, сулӑпа каҫаракан икӗ ҫын тата тӑватӑ лаша пысӑках мар лаптак сулӑ ҫине кӗрсе вырнаҫрӑмӑр. Анчах унта мӗн лайӑххи пур-ха — ҫын паян ӗҫленӗ те ҫинӗ, ыран та — ӗҫлӗ те ҫийӗ, хӑйӗн ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ҫапла — ӗҫлет те ҫиет. Сире ҫимелли илсе пыма каларӗ… — Калатӑп, сэр, «Британипе» Грант капитан ҫинчен мӗн пӗлнине пурне те каласа паратӑп. Базарова вӑл хӑйсем чарӑнса тӑнӑ трактирте тупрӗ те ӑна нумайччен губернатор патне кайма ӳкӗтлерӗ. Ку тӗлте, каллех вӑл ҫав ҫынна курнӑ… — «Вӑл акӑ ҫӗр ҫинче ларать, ун ӳчӗ ҫинче хурт вӗшӗлтетет, вӑл тусанланнӑ юхан-шӑтанлӑ, ун тӑрӑх пӳр юхать»… Сан ҫав ачана пӑртак ҫиме парасчӗ, ялан хӑвӑн хырӑмна чыхатӑн. Санитарсем носилкӑпа Марья Васильевнӑна йӑтса тухрӗҫ. Питне унӑнне нимӗнпе те хупламан. Мери Джейн Уилкс, пӗлетӗр-и эсир, эпӗ сирӗн тусӑр, сирӗнтен нимӗн те ыйтман тусӑр. — Ну-ну? — интересленсе ҫывӑхарах куҫса ларчӗ Саломыга. Чат Брусилов генерал, тупата! Хӗрарӑм пӗчӗкҫеҫ сӑран портсигар кӑларса пирус чӗртсе ячӗ те пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳресе:— Эсир уншӑн питӗ хытӑ хӑратӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Мексиканка ӑнланса илнӗ: Морис чӗринче ӗнтӗ ун валли вырӑн пулман. Унӑн ҫурӑмӗ сурать, чӗркуҫҫи айӗнче темскер тӑлт-тӑлт сикет тата аллисем те ватӑ ҫыннӑнни пек чӗтреҫҫӗ. Мӗнешкел лапӑрчӑклӑх! Обкомпа эп сан пирки хамах калаҫса татӑлнӑ. Йӳнӗ тӑракан ҫӑм кӗпин ҫаннисене тавӑрнӑ пиркипе вӗсем хупӑрланса тӑмаҫҫӗ. — Фронт линийӗ урлӑ мӗнле каҫса каяс пирки сан ухмах пуҫупа шухӑшламан. Вӗсем виҫҫӗш те ӑна палланӑ: Диаз ыттисенчен лайӑхрах пӗлнӗ, анчах пуҫсӑр юланут чӑнахах ирландец пулнине палласа илме ыттисем те ӑна ҫителӗклех лайӑх пӗлнӗ. Эпир санпа сывлӑшра татах кӗрлеттерӗпӗр-ха ак! Эпӗ каллех ҫак асаплӑ ӗҫе тытӑнатӑп. Унӑн ҫӗнӗ шухӑшӗ — пурӑнас шухӑшӗ пирвайхи шухӑшран, хӑйне хӑрушӑ вырӑнтан пӑрахса кайма хушнӑ шухӑшран вӑйлӑрах-мӗн. Хӑҫан хӑрса татӑлса ӳкӗн эсӗ, сиенлӗ шуйттан?.. — Ан манӑр ҫакна, — терӗ Уэлдон миссис. Вӑт мӗнле-халӑх! Ӗҫ тухмарӗ пулсан, паллах, йӗрсене шӑлса лартмалла. Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл тахҫантан варах кӗтсе тӑнӑ япала. — Эпӗ ӑна сиртен ытла пӗлместӗп, капитан, — терӗ Айртон. Куҫса ҫӳревҫӗсем хӑйсен ҫул пуҫӗсенчен ыйтаҫҫӗ: «Пирӗн тата ӑҫта каймалла?» Эпир тухрӑмӑр. Вӑрҫӑ пуҫланса кайнӑ. — Ҫук, эсӗ тата? Кровать ҫинче выртакан Володя ача чухнехине аса илчӗ, куҫ хупмалла вылянӑ чухне шкапа е амӑш кепи айне тарса пытаннине, сывлӑшне пӳлсе шыракана кӗтнине, темӗнрен хӑранине, ҫав вӑхӑтрах савӑннине аса илчӗ. — Вӑл сире хӑй патне чӗнет… Ман йӗри-тавраллӑх пушӑ пулса юлчӗ. Вӑл аякках вӗҫсе кайма шутламасть. Эпӗ ҫавна куҫӑнтан пӑхсах куратӑп. — Халь ӗнтӗ эсир ӑна куратӑр? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс. — Мӗншӗн пытарса хӑвармалла? Хула тавра окопсем чавса ҫавӑрӑннӑ, йӗплӗ пралуксемпе эрешмен карти евӗрех карса ҫавӑрнӑ ӑна. Аран-аран ҫеҫ ҫапла каласа ятӑм: — Ара, тухса каятпӑр эппин? — терӗм. — Ну, мӗнех вара? — Мӗншӗн-ха тата апла? Ухмаха ернӗ пек чуптараҫҫӗ. Хӗр те унӑн аллине ӗлӗкхи пек мар, темӗнле урӑхларах чӑмӑртани Петршӑн тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ: хӗрӗн пӗчӗк пӳрнисем аран ҫеҫ хускални чӗре тӗпнех пырса перӗнчӗ. Пӑтасене тутипе хыпса, Воропаев чӳречене фанерӑпа ҫапрӗ. — Ну, эс, каҫар! Ыран пӗтӗмӗшпех кӳрсе пар, унсӑрӑн вексельсене протестлетӗп… Ҫав сасӑсем тӑрӑх Воропаев хӑйӗнчен сулахайра — тинӗс, сасӑсем, апла пулсан, урам та — сылтӑм енче пулнине тавҫӑрса илме пултарчӗ. Ҫавӑн пек «яш-кӗрӗмсенчен» пӗри ҫакӑнтах, пирӗн пуҫ тӑрринчи ҫӳлти хутра пурӑнатчӗ. Пӗтӗмпех ҫав Николай Антоныч ӗнтӗ. Урисене сарса тӑрса, Дубцов чышкӑпа юнаса кӑшкӑрчӗ: — Эй, Дарья, чарӑн! Вара амӑшӗ, чей кашӑкӗпе чей чашки ҫине ҫапса, хӗрелсе кайсах кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Эсӗ мӗн вӗрентетӗн ҫак мана? Кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхлӑ е хура мӑйӑхлӑ ватӑ, хӗвелпе пиҫнӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, тӗреклӗ ураллӑ запорожецсем, шӑлаварӗсене тавӑрса, чӗркуҫҫи таран шывра тӑрса тӗреклӗ канатпа кимӗсене ҫыранран шывалла антараҫҫӗ. Чарӑнса тӑчӗ. Пирӗн, Джимпа иксӗмӗрӗн, ҫав путсӗр этемсенчен мӗнле хӑтӑлмаллине тавҫӑрса илтӗм эпӗ: тӗрмене хуптармалла вӗсене, хамӑрӑн тармалла. Чикмеке тӑратса лартрӗҫ, ҫунакан ҫуртпа сӑрт хушшинче ҫыхӑну йӗркеленчӗ. — Эпӗ хам ҫапла шухӑшлатӑп, майор юлташ! Хутор тӑрӑх ҫакӑн пек вӑкӑрсем ҫӳреҫҫӗ, хӗрарӑмсем тӗлӗшпе вара ним ӗҫ кӑлараймаҫҫӗ. Чӗррисене вилнисемпе танлаштарсан, ачин ачийӗсем хӑйсен аслашшӗсемпе мӑн аслашшӗсен ырӑ енӗсене намӑса кӑларнине пӗлтӗм, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ вӗсемпе нихӑшӗнчен те килӗшме пултараймарӑм. Каҫхине Федя Мазин чупса килсе кайрӗ — ун патӗнче те ухтарнӑ иккен. Куҫӗсене хупса, куҫҫулӗ витӗр каларӗ: — Мантарӑн тырпулли! Мӗн чухлӗ тар юхтарнӑ уншӑн! Шурлӑх енчен хаяр та сивӗ хӗллехи ҫил вӗрет. Тухтӑр «ҫав шухӑшсене пӑрахӑҫа кӑларнӑ». Турӑҫӑм, ман арӑм та ҫакӑн пек пушмак тӑхӑнса ҫӳрес пулсан, мӗн пулӗччӗ-ши!» Тинӗс, лаптака та тирпейсӗррӗн сӑрланӑ, — пӑртак лӳчӗркеннӗ поднос пек, кӑваккӑн курӑнса выртать. Сан совӗҫӗнте халӗ те сахал юн-им? — Совӗҫ пулать. Хӗлле мӗн тери сивӗ, санӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах ыйӑх килет, ыйӑхра шӑнса вилме те пулать. Эпӗ килте ӗҫлеме е пӗр-пӗр учрежденире пурӑнма пултаратӑп… анчах исходящисем ҫине номерсем лартакан писарь пулса мар. Акӑ ӗнтӗ килте пӗр ҫӗлен те ҫук, вӗсене илсе кайнӑранпа эрне иртрӗ, Салли аппа вара пурпӗр лӑпланаймасть. Лӑпланма терӗн! Ларать, тейӗпӗр, вӑл ҫапла кирек мӗн ҫинчен шухӑшлакаласа, унӑн мӑйӗнчен тӗк вӗҫӗпе кӑшт ҫеҫ сӗртӗнетӗн, вӑл чалт! сиксе тӑрать. Ирхине Половцев мухмӑрлӑ Лятьевскипе чылайччен калаҫрӗ. Телейлӗ-ши вӑл, ҫав илемлӗ йывӑҫ? Ку мӗне пӗлтернине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Врачсем пӑхнӑ чух халӗ «ампутаци» текен хӑрушла сӑмах ытларах та хыттӑнрах илтӗнчӗ. Сире те ҫавӑн пекех пултӑр. — Гето, Солуха прапорщик пулнӑччӗ пирӗн, — ҫаплах каласшӑн тертленчӗ Лех. Вӑл кровать ҫинче юбкипех, ботинкипех пӗр туйӑмсӑр выртать. Темӗн мар терӗ, сакӑр сехет халӗ ҫеҫ ҫапнӑ пулин те. Эсӗ ӑна курнӑ… Атьӑр ман хыҫҫӑн, ачасем, эпир сире тахҫанах кӗтетпӗр. Шуса ҫӳретӗрех. Айӑпа кӗнӗ пек кулса:— Эпӗ ҫилленмерӗм, анчах эсир ытла кӗтмен ҫӗртен… ыйтрӑр, — терӗ. Вӑл запорожецсен тикӗтпе вараланнӑ шӑлаварӗсемпе хура нухайкка тытнӑ тӗреклӗ аллисене сахал мар курнӑ. Вӗсем ҫуралса тата ӳссе-ҫитӗнсе пынӑ май пирӗн хирӗҫмеллисем пушшех нумайланса пычӗҫ. Шӑм-шакне кӑшт тӳрлеткелеме Разметнов сӗтел хушшинчен тухрӗ, алӑк патӗнчен кантӑк патне ҫитиччен виҫӗ хут каллӗ-маллӗ утса ҫаврӑнчӗ, вара, курӑнман чӑрмав ҫине пырса тӑрӑннӑ пек, пӳлӗм варринче сасартӑк чарӑнса тӑчӗ те шиклӗн шухӑшларӗ: «Ҫав шыҫмакӗ Макар чунне пӑлхатрӗ. — Ишсе кайӑпӑр. Ҫак сӑмах мана ҫӗклентерсех ячӗ. Хура-хӑмӑр тӑпра хӗвел ӑшшинче йӑлтӑртатса выртать, ун ҫине пӑхсан, куҫ йӑмӑхать. Путеккисем вилес пек макӑраҫҫӗ, анчах сурӑхӗсем вырӑнтан та хускалмаҫҫӗ. Камбуз валли кирлисене хатӗрлесе ҫитерессипе те вӑл ҫавӑн пекех асӑрханса ӗҫлерӗ. Джон Мангльс чееленсе апат-ҫимӗҫсене икӗ ҫуллӑх илчӗ. Кашта пек тӳрӗ те вӑрӑм, ачанни пек пӗчӗк те нӗрсӗр пуҫлӑ, хӗвелпе ҫунса сӑнсӑрланнӑ тата лӳчӗркенсе пӗтнӗ скуфейка тӑхӑннӑ привратник хапхана уҫрӗ те, тытӑна-тытӑна, антӑхса кайса мӑкӑртатрӗ: — Д-до-б-бро… Унтан сасартӑк, шӑхӑрнӑ пек, сывласа ячӗ: — П-пож-жаловать. У-у… Вӗсем пӗр сехете яхӑн ишрӗҫ те юлашкинчен гаване тухас ҫӗртех якӑр ярса тӑракан икӗ мачтӑллӑ пысӑках мар карап патне ҫитрӗҫ. — Ав ҫавӑнта, — терӗ Элен, пӗр миль аяккарах курӑнакан хура пӑнчӑ ҫине кӑтартса. Ут малалла! — тесе тӗксе яраҫҫӗ. Десятник ӗнсине хыҫкаласа: — Пур тата тепӗр хваттер те, анчах, ваше благородие, унта килӗшсех каймӗ, темӗн, тасах мар унта! — терӗ. Зеб Стумп локуст йывӑҫҫин вулли ҫумне ҫурӑмӗпе тайӑнса, ҫӗр ҫине ларнӑ. Зинаида ӑна ӑнланнӑ пек те пулать, ҫапах йӗкӗлтет те; вӑл ӑна сахал ӗненет, ҫавӑнпа ун сӑввисене итлесе тӑраннӑ хыҫҫӑн, сывлӑш уҫӑлтӑр тесе, Пушкин сӑввисене вулаттарать. Июлӗн 10-мӗшӗнче каҫхине вӗсен асӑрханулӑха ӳстермелле пулчӗ. Качака таки кӑна чуна кӑларать… Манӑн алӑк патӗнче те тӑраҫҫӗ. Хама хам турра ӗненекен ҫын чиркӳре ирхи кӗлӗре тӑнӑ пек туятӑп та, катакомбӑсене, малтанхи христиансене аса илетӗп. Ытла та пӗчӗк ҫивиттипе витнӗ сӗтел ҫинче чихирь тултарнӑ графин ларать, тата типӗтнӗ пулӑ выртать. — Эс асту, сана эпӗ яни ҫинчен ӑна хӑйне ан кала; кай та пӑх: упӑшки килте-и, ҫук-и? — терӗ хыттӑн Лука. — Хӑвӑр камсем, ара? Хӑвӑра хӗрхенӗҫ, тетӗр-им? Силвио (ҫавӑн пек ят парам ӑна) нихӑҫан та ун пек калаҫӑва хутшӑнмастчӗ. Йӗри-тавра пӑхса илсен, груша йывӑҫӗ хыҫӗнче вӑл хӑйсем патӗнче пурӑнакана курчӗ; лешӗ, хулпуҫҫи ҫинче пӑшал тытса, хӗрӗн ашшӗпе калаҫса тӑрать. — Ӑслӑскер! Дик Сэнд фор-брам-стеньгӑна, грот-стеньгӑна антарма, тен парӑссене пуҫтарса малалла стаксельпе, рифсемпе турттарнӑ марсельпе ҫеҫ усӑ курма шутларӗ. Анчах пӗлсенччӗ… Вазуза ҫинчи каҫҫа аркатса тӑкнӑ. — Йывӑра ан илӗр те, манӑн сирӗн сӑмахӑра вӑхӑтсӑр таттармалла пулса тухрӗ иккен, — кулам пек туса каласа хучӗ Огнянов, хӑй шурсах кайрӗ. Паганель чӑрсӑр француз пек шӳт тума хӑтланса пӑхрӗ, анчах кулаканни никам та пулмарӗ. «Лайӑх пони» ҫинчен калани те ача кӑмӑлне Гаррис мистер чуптӑвас тенинчен ытла ҫемҫетеймерӗ. Яков хӑйне хӑй мӗнле тыткалани Артамонова аслӑ ывӑлӗ пирки шухӑшлассинчен пӑрса янӑ кӑна мар, вӑл ӑна Ильяпа килӗштернӗ. Марина ҫирӗм ҫулне хулпуҫҫийӗсем ҫинчен илсе пӑрахнӑ ҫын пекех ҫӳрет. Унӑн аскӑнлӑ ӗҫки ҫинчен хулара халапсем ҫуралнӑ, ун ҫинчен питлешсе калаҫнӑ, анчах никам та, нихҫан та, йыхрав-мӗн пулсан, ун ӗҫки-ҫикинчен пӑрӑнсах кайман. Вилес ҫынна пурнӑҫ тавӑрнӑ хушӑра туссем хӑйсем ҫинчен йӑлт манса кайрӗҫ. Элен ӗҫ мӗнпе пӗттессишӗн пӑшӑрханма пуҫларӗ. — Ку вӑл санӑн хӗрӳ мар-и, Касьян? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Спиктакль-им сире? — ҫунашкине сӗтӗрсе, ҫиллессӗн кӑшкӑрать Михайла мучи. Марс ҫинче йывӑрӑш вӑйӗ, Ҫӗр ҫинчипе танлаштарсан, икӗ хут ҫурӑ ҫӑмӑлтарах, ҫавӑнпа та скафандрсем йывӑр пулсан та, унпа ҫӳрекенсене вӑл ытлашши кансӗрлемест. — Вӑл мӗн, «хлопсен» юрри пулать-и? — ыйтрӗ ача. Уэлдон миссис тата тепӗр каҫ уҫӑ ҫӗрте ирттерме килӗшӗ, ыран вара ирхине эпир каллех ҫула тухӑпӑр. Салтак пуҫне сулкалать, «аха, аха» текелет, анчах саланкӑрлӑн итлет. — Мӗншӗн ырра мар? Эпӗ вӗсем ҫине мӗн чул нумайрах пӑхнӑҫемӗн вӑл мана пушшех ырӑ амӑшӗн айӑпа кӗнӗ ывӑлӗ пек туйӑна пуҫларӗ; хӗрарӑмӗ ӑна темскер кӑмӑллӑн ӳпкелесе калатчӗ, казакӗ вӑтанса чӗнмесӗр ларатчӗ, — тивӗҫлипе ӳпкеленине хирӗҫ ним те каламалли пулман пулмалла унӑн. Савниҫӗм… — Иш, унсӑр вилӗм ҫывӑхра-ха. — Ытлашши ан пӑшӑрханӑр, сэр. «Суя!» — терӗҫ тухтӑрпа темиҫе ҫын. Ыттисем те король сӑмахне ӗненсех каймарӗҫ. Эпӗ тухса килнӗ чух та вӑл ҫукчӗ. Лешӗ ӑна кула-кула та йӗре-йӗре амӑшӗн ҫамрӑклӑхӗ ҫинчен, хӑй мӗнле качча тухнипе хӑйӗн ачисем ҫинчен каласа пачӗ… Илтетӗр-и, мӗн калаҫать вӑл! Уншӑн мана каллех тӗрмене лартаҫҫӗ пулӗ. Каялла кайнӑ чухне эпир ҫул ҫинче мӗн чухлӗ асап курни ҫинчен нумаях калаҫса тӑмӑп. Пуҫ тайма пуҫлатӑп эп Хумлӑ тинӗсе: «Хаяр тинӗс, ан тивсемччӗМанӑн киммӗме; Ку чӑтлӑхра яланах нӳрлӗ, сулхӑн; эрешмен карти, ҫӗрӗшнӗ тӑпра ҫине тӑкӑнса хуп-хура курӑнса выртакан панулми, хӑмла ҫырли, хӑшпӗр чухне вӑрман хӑнкӑли шӑрши кӗрет, ҫав хӑнкӑлана ҫырлапа пӗрле ӑнсӑртран ҫӑтса яратӑн та вара тепӗр ҫырлине хыпма васкатан. Вӗсен айӗнче ирӗлнӗ йӑшӑк юр, ҫӗрулми ҫӑнӑхӗ пек йӑлтӑртатса, путса пычӗ. Ҫанталӑк ҫуллахи пекех лайӑх тӑрать, хирӗҫ вӗрекен ҫил хӑлхасенче кӑмӑллӑн шӑхӑрать. Ку вӑл, тен, пӗр-пӗринпе ансӑртран ҫыхӑннӑ, анчах пурте пӗрле кичем ӗҫсӗрлӗхпе шухӑшсӑр-тӑрлавсӑр тискерлӗх ӑшне путнӑ ҫынсем сасартӑк пӗр-пӗрин куҫӗсенче, лере, таҫта шалта, арпашӑнчӑк та муритленнӗ ӑстӑнра, хӑрушлӑхӑн, салхулӑхӑн тата ӑссӑрлӑхӑн темӗскерле вӑрттӑн хӗлхемне курса-туйса илнӗ паттӑрла самантсенче пулатчӗ пӳлӗ. — Эпӗ сирӗнтен пуянрах иккен, — терӗм эпӗ, — манӑн ҫав шухӑшсӑр пуҫне тепӗр шухӑш та пур: пӗр-пӗр ӗренкесӗр каҫхине тем инкеке пула ҫуралнӑ эпӗ. Юрать, кайса вӗренем эппин. — Николай Антоныч! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Ромашка. Вӑл Варьӑна ыталарӗ, унӑн пӗшкӗртнӗ пуҫне аллипе темиҫе хут ачашласа илчӗ, вара ҫапла каларӗ: — Эсӗ мана каҫар, эпӗ ытларах каларӑм… — Тӳрех чуптар! Унӑн татах, татах ҫапӑҫӑва — хӑйне тӗрӗслеме каясси килчӗ. Хӗлӗ унта, мур илесшӗ, ҫав тери сивӗ, этемӗн пуҫ мими те шӑнса ларать. Нимле Мишкӑна та пӗлместӗп! Вӑл вара ман алла ҫав тери хытӑ пӑрчӗ, эпӗ кӑшкӑрса ятӑм. Хӗрарӑмсене те паян ӗҫлеме кирли ҫинчен ӳкӗте кӗртме хӑтланса пӑхас теп. Майор тапранма хушнӑ. Ну, мӗн тата эсир, совет ангелӗ!.. — Ӑнланаймастӑп, мӗнле майпа тӑвас тетӗр эсир ҫавна. — Мӗн тесен те ку лайӑх гостиница, «Метрополитен» начар мар, — терӗ вӑл. Пысӑк мул ку саншӑн. Ҫак вывеска пӗчӗк магазинӑн ансӑр алӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать, алӑкӑн икӗ енче — тусанлӑ алӑксем, пӗрин умӗнче Ф. Калугин ларать, — вӑл кукша, унӑн сарӑ пуҫӗ ҫинче мӑкӑль, куҫӗ ҫине лупа тӑхӑнтарнӑ; ҫаврака питлӗ, патвар ҫын, вӑл пӗчӗк хыпкӑчпа сехет механизмӗ ӑшӗнче чакаланса пӗр чарӑнмасӑр тенӗ пекех кулать, е кӑвак шӑрт пек уссисем айне пытаннӑ ҫаврака ҫӑварне уҫса мӗн те пулин юрлать. Щукарь мучи чиканпа кӑнтӑрлачченех хаклашнӑ. Тытӑр! Питӗ васканӑ пирки вӗсем ҫинчен шухӑшлама та май пулмарӗ ҫав. — Капла авантарах. Уйрӑмах икӗ уруна ҫӗклесе, кӗлисемпе пӗр-пӗрине ак ҫапла шакканӑ чухне. — Унтан вӑл ыттисем еннелле пӑхса: — Ҫапла, калаҫса татӑлтӑмӑр, — ыран ирех чакатпӑр, — тесе пӗтерчӗ хӑйӗн сӑмахне. Эпӗ ӑна пилӗкӗнчен ыталаса тытрӑм та, хӑй ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйта-ыйта уттарса кайрӑм. Эпӗ, паллах, сире ҫакӑнта курасса шанман, анчах апла пулсан та… эсир кунта кӗске вӑхӑта кӑна килнӗ пулӗ тесе шутлатӑп. — Сирӗн мӗн хӗрхенмелли пур? Чирлӗ арӑмӗ ҫинчен, ачисем ҫинчен аса илсе пит кулянчӗ, унӑн чӗринче ачаш та хитре, уҫӑ сӑмах ҫав тери нумаййинчен Андрей вара тӗлӗнсех кайрӗ… — Эсир кунтисем мар, пулас? — ыйтрӗ унтан лимонад сутакан хӗрарӑм. — Географи профессорӗ-и? — кӑшкӑрса ячӗ Толине. Корчагинпа Лида Полевых кунӗ-кунӗпе ҫав ялсене ҫӳреҫҫӗ. Мӗн тӑватӑн кунта? — кӑшкӑрчӗ хӗпӗртенипе куҫҫуль кӑларнӑ Соколов. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл эпир чунсӑр, хура юнлӑ ҫынсем иккенне пӗлтермест. Вӗсем хушшинчен пӗр аллӑ ҫулхи лутрарах кӑна сарлака хулпуҫиллӗ козак ыттисенчен уйӑрӑлса маларах тухса тӑчӗ. Пӗр 20 утӑма яхӑн чупсан, Пест траншейӑна чупса ҫитнӗ. Ун министрӗсем, чиновникӗсем — тӳрленейми эрехҫӗсем — унпа юнашар эрех ӗҫмен ҫынсем пекех курӑнаҫҫӗ. Лаша, йӗнерӗ, йӑрӑмлӑ серапэ, пӗлӗт пек ҫутӑ кӑвак блузӑпа ҫавӑн пекех брюки, тата пуҫӗ ҫинчи шлепки те — ҫавна пурне те вӑл палланӑ. Сунарта вӑл ывӑнма пӗлместчӗ, шӑршӑ сисӗмӗ те хӑйӗн вара самаях пурччӗ; анчах та персе амантнӑ мулкача хӑваласа ҫитсен, вара пур паллӑ-паллӑ мар чӗлхепе вӑрҫакан Ермолайран чылай аяккарахра, пӗр-пӗр ешӗл-симӗс тӗм айӗнчи сулхӑнра, ӑна пӗр шӑмӑ хӑвармичченех ҫав тери типтерлӗн ҫисе яратчӗ. Каҫхи апата яланхи пекех мистер Ольбинет хатӗрлерӗ; ҫулҫӳревҫӗсем апат тунӑ хыҫҫӑн — хӑшӗсем фургон ӑшне, хӑшӗсем палаткӑна ҫывӑрма выртрӗҫ. Австралинчи шакалсем — дингосем чарӑнайми улаҫҫӗ пулсан та, ҫапах та вӗсем канлӗ ҫывӑрчӗҫ. — Эсӗ, старик, ӑсран тухрӑн-им! — сиввӗн каларӗ Давыдов. Колонисенчи влаҫсем те хускалчӗҫ. Районсене туземецсем жандармери отрячӗсене кӳртерчӗҫ. Телеграф юписене тӑрӑшшӗпех ҫар ҫыннисем ушкӑн-ушкӑнпа сыхлаҫҫӗ. Шупка ялтӑру сапаланӑн туйӑнчӗ ӑна ҫав хӗрарӑм пичӗ. — Эпӗ те ҫавӑн пек шутлатӑп, — терӗ Грушницкий. Ҫӗр тата ун ҫумӗнче мӗн пурри — пирӗншӗн ют теҫҫӗ вӗсем, полици вӗсене сиенлӗ тесе шутлать, тытать… Хуллен хӑпара пуҫларӗ картлашка тӑрӑх. Эсир пилӗк ҫул хушши хатӗрленнӗ ӗҫе пуҫӑнма шутлани аван. Марья Николаевнӑна лайӑх пӗлнӗ ҫынсем ҫапла каланӑ: ҫак вӑйлӑ та ҫирӗп ӳт-пӳре темле ачаш, темле сӑпай, хӗрле именчӗк туйӑм выляма пуҫласан — тӗлӗнмелле, ӑҫтан тухать-ха ун пек туйӑм?.. Ватӑлчӗ ӗнтӗ, ҫитменнине хӑрать те тата питӗ. Пит хитрескерсем. Вӗсем салат ҫирӗҫ; апат ҫисе ларнӑ чух Софья ссылкӑран тарнӑ ҫынна хӑй мӗнле кӗтсе илсе вырнаҫтарни ҫинчен, шпионсенчен епле хӑрани, кашни ҫыннах шпион вырӑнне шутлани, ҫав тарса килнӗ ҫын хӑйне мӗн тери кулӑшла тыткалани ҫинчен кула-кула каласа кӑтартрӗ. — Ҫапла, — тавӑрчӗ ҫамрӑк шӑппӑн. Эпӗ ҫӗнтертӗм сана! Малти пӳлӗмре эпӗ хӑйӗн ывӑлӗпе тата темиҫе хӗрпе килне Корнакова княгиньӑна куртӑм. Пӑртак тата калаҫмасӑр ларчӗҫ. Ну, атя, мӗн каланине ту. Асту: хура ҫӗлен тытса, сана пырши-пакартипех ҫитерсе ярӑп. Икӗ ҫын ҫеҫ шыва анаймарӗ, ҫӳлтенех чул ҫине пӗрсе анса лаши мӗнӗпех ӗмӗрлӗхе пӗтрӗҫ, кӑшкӑрма та ӗлкӗреймерӗҫ. «Ун пек ирсӗр тӗлӗксем ырра мар. Ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ Капендюхин ӑна курайман куҫпа пӑхать те, чӑрсӑрланса ыйтать: — Вӑл — мӗншӗн вара пама пулнӑ? Хама «самородок», «халӑх ывӑлӗ» тени мана кӑмӑла каймастчӗ, — эпӗ хама хам пурӑнӑҫӑн тӑван мар ачи пулнӑ пек туяттӑм, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хамӑн ӑс аталануне ертсе пыракан вӑйӑн йывӑрӑшне питӗ сисеттӗм. Пӗрре ҫеҫ Зеб чарӑнса тӑнӑ: кунта хӑй йӗрлесе пынӑ йӗр ҫумне тата тепӗр икӗ лаша йӗрӗ пырса пӗрлешнӗ. — Чӑнах тетӗн те, чӑнах мар ҫав: сана вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ — эс сывах; чӑн калатӑп сана, апла шухӑшлани, тепӗр тесен, саншӑн лайӑхрах та. Хӑранипе чӗри ун хӗсӗнсе те сивӗнсе ларчӗ, вӑл вара хыпалансах кӗтес хыҫнелле чакса йӑпшӑнчӗ. Пуринчен малтан вӑл ҫӗвӗҫ патне кӗрсе пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫити ҫӗнӗ тум тумланчӗ, вара пӗчӗк ача пекех ҫи-пуҫӗ ҫине пӑхкаласа пычӗ; тӗрлӗрен духисем, помадӑсем илсе тултарчӗ, Невски проспектра малтан тӗл пулнӑ чаплӑ хваттерех, тӗкӗрсем лартса тултарнӑскерне, пӗр хаклашса тӑмасӑр хӑйне валли йышӑнчӗ; магазинра ӑнсӑртран тӗл пулса хаклӑ лорнет илчӗ, тӗрлӗрен галстуксем ытлашшипех туянчӗ, парикмахер патне кӗрсе ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, карета ҫине ларса ним сӑлтавсӑрах икӗ хут хула тӑрӑх чуптарса иртрӗ, кондитерскине кӗрсе пӗр виҫесӗр конфетсем ҫисе тултарчӗ, Китай патшалӑхӗ ҫинчен пӗлнӗ чухлӗ ҫеҫ пӗлекен пӗр француз патне ресторана кӗчӗ. Хура куҫлӑ та хура мӑйлӑ акӑшсем пӗр хумсӑр выртакан шывсен ҫийӗнче хаваслӑн вылянса вӗҫеҫҫӗ. — Пӗлетӗп. — Апла пулсан акӑ мӗн. * * * Ҫапла ӗнтӗ, Севастополе хӳтӗлекенсене эсир хӑйсем патне, ҫапӑҫнӑ ҫӗре кайса куртӑр, халь ӗнтӗ эсир каялла таврӑнатӑр. Ҫул тӑршшӗпех, ишсе антарнӑ театр патне ҫитичченех, пӗр вӗҫӗмсӗр тенӗ пек, етресем улаҫҫӗ, пульӑсем шилетеҫҫӗ, анчах эсир темшӗн вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмастӑр, лӑпкӑн, ҫӗкленнӗ чун хавалӗпе утса пыратӑр. Давыдов пӗр иккӗленмесӗр килӗшрӗ. Кун пек ӗҫе, малтанлӑха пӗчӗккӗн пуҫласан, ҫак укҫа та ҫитет, е ытах, ун пек кун пек пулсан, Петербургран ыйтма пулать — унта параҫҫӗ! Пуҫне пӑрма хӑтланать — пуҫӗ те пӑрӑнмасть. Тӗлӗнет вӑл, анчах пӗртте уншӑн хурланмасть. Анчах, эпӗ куҫ хӗссе тӑнине курсан, лӑпкӑн кӑна: — Кай, кай… — терӗ. Эпӗ апат ҫинӗ чухне унпа юнашар лартӑм. Ӑшаланӑ чӑх ашӗ ҫине пӑхса вӑл, ҫав курӑк ҫине пӑхса савӑннинчен кая мар савӑнчӗ. Ӑна уйрӑмах акӑ мӗн шиклентерет: типӗ те чунсӑр Давыдов (вӑл ҫавнашкал ҫын пек туйӑнчӗ ӑна), асӑрхамасӑр тунӑ пули-пулми ӗҫӗпе вӑтам хресченсене колхозран пистерме пултарассӑн туйӑнать. Сасартӑк шкуна, сахалтан та пӗр ҫирӗм градуса яхӑн, ҫаврӑнса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах эпӗ малтан пӗр ҫын, унтан тепри кӑшкӑрнине илтрӗм. — Мӗнех вара банкра? Михайла, пар хам пата, манӑн виҫӗ ывӑлӑм Хӗрлӗ Ҫарта, ҫӑнӑх та кӑштах юлсаччӗ, пашалу пӗҫерсе ҫитерӗп ӑна! — Витре тулчӗ! — йывӑррӑн сывласа кӑшкӑрчӗ вӑл. «Урасем пирки ҫыпӑҫать те хӑваласа ярать акӑ», — шухӑшларӗ Мересьев, подполковникӑн сарлака, нумайранпа хырман пичӗ ҫинчи хӑмӑртарах шӑрт ҫине иккӗленерех пӑхса. Чӑнах та, чикӗ хӗрринче, Миссисипи леш енче ларакан Мемфис ялне саратса яракан сивчир ертекен ял тесе шутланӑ, анчах, пӗлтерӳре каланӑ тӑрӑх, Миссисипи пек юханшыв урлӑ нимле сивчир те каҫма пултарайман имӗш: ҫӳлӗ Арканзас ҫыранӗсем ҫинче сивчир ҫук та, мӗншӗн тесен, кӳршӗре пурӑнакан индеецсем пӗр тертленмесӗрех ӑна пӗтернӗ пулӗччӗҫ. Вилесен сӑнарӗнче ӗренке те ҫук темелле, ҫӑварӗсем уҫӑ, виҫҫӗшне те пит асаплантарса вӗлернӗ пулмалла. Лена бригади ыттисенчен вӑйлӑрах, ӗҫӗ те унӑн ҫӑмӑлтарах, ҫавӑнпа та вӑл хӑй ҫине май килнӗ таран ытларах обязательство илме тӑрӑшать. Вӑл хӑна пӳлӗмӗнче фортепьяно ҫине аллипе тӗреленсе тӑрать, хӑй ман еннелле танлӑн тата чӑтӑмсӑрррӑн пӑхать. Варвара Огарнова, пукана шавлӑн тӳнтерсе ярса, пӳлӗмрен чупса тухрӗ. — Мистер Кольхаун, — тесе чарать ӑна судья, — сире суд сӑмах парсан, эсир ҫавӑн чух калӑр, халӗ ан кансӗрлӗр. Ҫул ҫӳреме юратакан хӗрарӑм вара, хӑйӗн ывӑлӗ Вакула кама та пулин хӑнана чӗнмен-ши тесе, кӑмака питлӗхне уҫса пӳртелле пӑхрӗ; анчах пӳртре никам та ҫук, урай варринче тулли михӗсем ҫеҫ выртаҫҫӗ. Ҫакна курсан вӑл кӑмакаран тухса тӑлӑпне хывса пӑрахрӗ, кипкине туртса тӳрлеткелерӗ, — халь ӗнтӗ вӑл пӗр минут маларах кӑна авӑрлӑ шӑпӑр ҫине утланса ҫӳренине никам та пӗлес ҫук. Хӑшпӗрисем пирӗн манерлӗ сӑмахлаҫҫӗ те, анчах начар, сӑмахран, тутарсем е мордвасем пек калаҫаҫҫӗ. Пуҫмимми, сула, чӗре, ӳпкесем пурин те пирӗн пӗр пекех; нравственность пахалӑхӗ текенскер те пирӗн пурин те пӗрех; кӑштах урӑх сӑнлӑрах пулнӑ нимӗне те пӗлтермест. Андрей вӑрӑм аллипе пуҫне ҫирӗппӗн сӑтӑрса илчӗ те ассӑн сывласа ячӗ. Назарка, автан ҫине пӑхса, чӗтресе илчӗ. Аркадий Павлычӑн кӑмӑлӗ тӗппипех ҫаврӑнса кайрӗ, мана куланай илсе пурӑннин усси ҫинчен французла ӑнлантарса пама тытӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах помещикшӗн пулсан бирщина лайӑхрах, тесе асӑрхаттарчӗ, — анчах та мӗнле пулма пултараймасть! Акӑ ӗнтӗ, куртӑр-и, Воропаева вӑл пӗлмест тата унӑн чунӗ те Горевӑшӑн тӗттӗм кӗтес пекех пулнӑ иккен. … Аплах хуйхӑрса ӳкме ку пысӑк сӑлтавах мар-ха, Аня, — терӗ вӑл юлашкинчен, кӑшт кӑна ӳпкевлӗн. — Фрол пурлӑхне паччӑр кӑна, Аркашка Менок ҫавӑнтах ероплан улӑштарса илет унпа — лаплаттарса хучӗ Демка. — Сывлӑху чипер пултӑр, Райна. Ишев пуҫламӑшӗнче вӗсем кают-компанине пуҫтарӑнса калаҫнипе хавхаланатчӗҫ, халӗ вӗсем калаҫусем ирттерме кают-компанине те пуҫтарӑнми пулчӗҫ. Пурте вӗсем хӑйсен каютисен шӑплӑхӗнче пытанса пыраҫҫӗ, «Дункан» палуби ҫине те хутран-ситрен кӑна тухса кӗреҫҫӗ. Паганель ҫырнӑ хута конверт ӑшне чиксе ҫыпӑҫтарчӗ, вара пӑлханнӑран чӗтӗрекен аллипе адрес ҫырчӗ: «Дункан» капитанӗн помощникне,ТОМ АУСТИНА, Мельбурн. — Куртӑр-и вара ӑна? — Арестлерӗҫ. Мотоцикл кӗрленине илтсе, терраса ҫинчен Женя сиксе тухрӗ. — Эсир куратӑр вӗт, — тесе пуҫларӗ тепӗр хут географ, — Америка ҫӗрӗсенчен Ҫенӗ Зеландине ҫав тери аслӑ вырӑн уйӑрса тӑрать, ҫакӑнта вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель пӗртен-пӗр пушӑ утрав урлӑ ҫеҫ каҫать. — Апла тесен французӑн мӗншӗн-ха пирӗн пек мар, урӑхла калаҫма юрамасть? Ӑна леш каҫа, Шубин хӑваласа ҫитсе, Елена ӑна, Берсенева, юратни ҫинчен пӗлтернӗ каҫа аса илчӗ. Вӗсем пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ, тӗлӗнмелле, пӗр-пӗрине палламан ҫынсем пек куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса хыпашларӗҫ. Ҫапла-и? — Володя килте-и? — илтӗнчӗ малти пӳлӗмре Дубков сасси. Вӑл халь те ку укҫана ҫак ятлӑ портрет ӑшне мӗнле те пулин асатте хӑйӗн мӑнукӗ валли парне вырӑнне пытарса хӑварасшӑн пулман-ши тесе шутларӗ. — Ҫапла. Павел унтан акӑ мӗскер пӗлчӗ: старик хӑйӗн ҫемьине деспотла чӑмӑртаса тытнӑ, вӑл хӑйӗн ҫемьин хӑй тӗллӗн пурӑнас ирӗкне, унран ыйтмасӑр ӗҫ пуҫарса ӗҫ тӑвас хаваллӑхне пӗтӗмпех пусарса лартнӑ. Тӑм чӳлмексем пекех янӑраҫҫӗ лешсем, темиҫе татӑка вакланса каяссӑн туйӑнаҫҫӗ. Ҫак хушӑк хыҫӗнче, самаях аякра, хир варринче, шӗвӗр тӑрӑллӑ палаткӑсен тӗп-тӗрӗс йӗркисем ҫуралаҫҫӗ. — Тархасшӑн, Халл капитан, ҫав мӗскӗн кита ан ыраттарӑр! — кӑшкӑрчӗ пӗчӗк Джек. Эсӗ чӗрри ҫинчен халӗ те нимӗн те паллӑ мар. Чӗннӗ сасса илтсе, ҫавӑн пекех ҫичӗ улӑп ҫын пычӗ; кашнин аллинчех пирӗн ултӑ ҫава пысӑкӑш ҫурла. Даша инке, ассӑн сывласа, ҫаплах вуласа ларать, — мӑнӑн куҫ умне темле тӗтреллӗ картина тухса тӑрать: шурӑ юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем; йытӑсем ҫунана, аран хашлатса, сӗтӗреҫҫӗ. Перӗнсе вилес пулать!» Вӑл, хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ пӑрахучӗн сӑмси ҫинче тӑрса, савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе хӑнасен ушкӑнне пӑхса ҫаврӑннӑ. Ҫамрӑк болгара, кайри урисем ҫине тӑрса сӗкме хатӗрленсе, мӑйракисене ҫӗрелле уснӑ така пек туса кӑтартнӑ. — Романсем вулатӑн апла! — Хӑшпӗр чухне ҫеҫ, яланах мар. Командирсем ӑна юратаҫҫӗ, тени илтӗнет. Василиса Егоровнӑшӑн пулсан — вӑл унӑн тӑван ывӑлӗпе пӗрех. Леш инкеклӗ хӑямачӗ сиксе тухни ҫинчен калас пулсан — вӑл пулса иртнӗ япала, ҫамрӑкскерне уншӑн тивмех кирлӗ мар пулӗ: лаша тӑватӑ ураллӑ пулин те такӑнать. Тихон Вялов, ҫӑва хуралҫине пулӑшса, шӑтӑка питӗ ӑста тултарчӗ, масар шӑтӑкӗ патӗнчех Мирон юпа пек тӑсӑлса тӑчӗ, курпун манах Натальйӑна хуллен, хурлӑхлӑн каларӗ: — Ой, епле пулса кайнӑ эсӗ, — палламалла та мар! Полковник вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан пӗчӗк те ҫивӗч ҫын, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, пӳлӗм тӑрӑх стенасем ҫуммипе калле-малле хӑвӑрт утса ҫӳрет. Мана ала-урасене ҫыхса Лилипутие каялла яма пачах та май ҫук, тесе вӑл хӑйӗн тӑванне ҫырса пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна килӗшӳ ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра нумай усӑ кӑтартрӑм. Андрей хӑй те хӑранине туймасть ӗнтӗ, блиндажра чух нумайччен снаряд ҫурӑласса кӗтсе тӑнипе ывӑнса ҫитни ҫеҫ халь те-ха сисӗнет. Эсӗ тытӑн-ха акӑ! Иртнӗ сыпӑкӑн малалли «Ун чухне самана хӑрушӑччӗ, Николенька, — тӑсрӗ малалла Карл Иваныч, — ун чухне Наполеон пурччӗ. Вӑл окоп тӑрӑх малалла чупрӗ, ун хыҫҫӑн 50 салтак ыткӑнчӗ. Церемониаллӑ марш юлнӑччӗ тата. Гленарван ачаш кӑмӑлӗпе пуҫне силлерӗ. Калаҫу ҫакӑн ҫинче чарӑнчӗ, мӗншӗн тесен Талькав вӗсене малалла пыма аллипе кӑтартрӗ. Ҫакнашкал нумайччен каларӗ вӑл, никама та иккӗлентермен хӑй курнӑ япаласем ҫинчен каланӑ пекех ансат та ӗнентерӳллӗ каласа кӑтартрӗ. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ терраса ҫинче тӑраҫҫӗ. Эх, тытӑнчӗҫ ҫапӑҫма пурте! Манӑн пуҫӑм санӑн аллунта: ирӗке ярсан — тавтапуҫ, ямасан, ҫакса вӗлерес тетӗн пулсан — турӑ сана суд тӑвӗ. Мӗн каласшӑнччӗ вӑл ҫакӑнпа, турӑ ҫеҫ пӗлет. Ку вӑл лайӑхрах та пулӗ: пуҫлӑхсенчен камӑн та пулин хуторта пулмаллах вӗт. Тӗрӗссипе каласан, кулӑша вӑл хӑех пуҫарса ячӗ. — Кулӑр, тусӑмсем, пӗтӗм чӗререн ахӑлтатса кулӑр, — терӗ вӑл. — Эпӗ хамран-хам пуринчен те ытларах кулатӑп. Вара вӑл ахӑлтатса кулма пуҫларӗ. Пирӗн шхуна часах Атлантик океанӗн хумӗсене ҫурса пыра пуҫларӗ; кунта унӑн ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫилпе кӗрешсе пӑркаланса пымалла пулнӑран, Фарер утравӗсем патне питӗ пысӑк хӗнпе ҫитрӗ. — Ну, тӑванӑм, ку хилософи, — вӗрентмелле калаҫнӑ вӑл, чавсисене ик еннелле сарса, аллисене куртка кӗсйисене чиксе. — Ку вӑл хавшак пирки, ӗҫе пӗлмен пирки калаҫни пулать. Малахов курганӗ патне ҫитнӗ чух вӑл хӑй хыҫӗнченех пыракан Вланга асӑрхарӗ. Вланге кунта килти пек хӑюллӑ пулман. Вӑл пӗрмаях пӗшкӗне-пӗшкӗне илнӗ, ҫул ҫинчен пӑрӑна-пӑрӑна тухнӑ, пӗр вӗҫӗмренех уласа тӑракан бомбӑсем тӳрех хӑй ҫине килнӗ пек туйӑннӑ ӑна. Йывӑр кӗрӗкӗсем ҫынсене ҫавӑрӑнкалама чӑрмантарса ҫӗр ҫумнелле авӑнтараҫҫӗ; сӑмахлассине купецсем ӳркенсе сӑмахлаҫҫӗ, ҫиленнӗ чух вара тавлашаҫҫӗ; ҫавна вӗсем юри тӑваҫҫӗ, эпир чӗрӗ-ҫке! тесе пӗр-пӗрне кӑтартасшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулӗ тетен. Питӗ йӳҫе, питӗ йӳҫӗ пулчӗ мана сан сӑмахху… — Итле! Ҫыртӑр-и, ачасем? Иртӗнсе хӑтланмасӑр пурӑнма пултараймастӑпах ҫав эсӗ. Ярски хуторӗн лавӗсем колхоз правленийӗ тӗлне ҫитме ӗлкӗричченех ярски ҫыннисем вӑрлӑхлӑх тырра тиесе илсе кайма килни ҫинчен ҫур хутор пӗлчӗ. Акӑ Марин йыснӑшӗн Бяла Черквяна каяс кунӗ те ҫитрӗ. Унтан, килне таврӑнатчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ, хӑйӗн хӗрлӗ сухаллӑ сарлака питне-куҫне чугунран тунӑ пек ывӑҫ тупанӗсемпе хупласа, шухӑша каятчӗ: «Хӑҫанччен ҫапла тертленмелле-ши тата? Генри Пойндекстерӗн ни кунта, ни урӑх ҫӗрте ӑҫта та пулин тӑшмансем пур тенине эпӗ нихӑҫан та илтмен. — А! Сӑмсипе сулкаласа, Мирон ӑна: — Эсӗ хута кӗме тӑрӑшакан ҫын вӑл — наян, ним туман ҫын. Тульккӗ, астӑвар, каялла ҫаврӑнса пӑхмалла мар. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, телейлӗ самантсем чӗррӗн те уҫҫӑнах куҫ умне тухса тӑнӑ тапхӑрсенче, Петра кӑштах чун кӗнӗ пек пулать, унӑн сӑнӗ те ҫуталса каять. Ҫапла пӗтсе ларчӗ те Марийкӑн савӑнӑҫӗ. Анчах ун умӗнче ялан ҫын пултӑр. Паллах, вӑл мар. Унтан пирӗн ҫын ҫывӑхне пырса пӑхрӗ те:— Эхе, эсӗ каллех пирӗн таврара-ҫке! Анчах ӑслай: «кам пӗлет ӑна, кунта ҫухрӑмсене виҫмен», — тесе ответлерӗ те ҫурма саслӑн, тӗпри лашине «пуҫне ухса пынӑшӑн» ятлаҫма тытӑнчӗ. Акӑ эпӗ ӑна сирӗн пата илсе килӗп-ха. — Тухнӑ тесе вуларӑм-ҫке! Капитан Флинт ятне, вӑл вӑхӑтчен мана паллӑ мар пулнӑскере, вӗсенчен нумайӑшӗ лайӑх пӗлнӗ, ку ят вӗсене сехӗрлентерсе ӳкерчӗ. Тав тӑвасси те-и? «Сурӑхӑмсене колхоз кӗтӳне яриччен, унта вӗсене самӑртса та ӗрчетсе совет влаҫне савӑнтариччен, тушкисене ак ҫак Половцев ури умӗнче пӑсланса юхан сурӑх юнне ҫуласа тӑракан хура аҫа йытта пӑрахса парам пӗреххут! — шухӑшлать Яков Лукич. Урана мӗншӗн туртса илейместӗп-ха эпӗ? Анчах ҫулӗ пӗтнӗ, урах каймалли пулман, Алексейӑн юрату ҫинчен калама хӑюллӑх ҫитеймен. Птолемей йӗркине пыра-киле христианла чиркӳ те йышӑннӑ, ун тӗрӗслӗхӗ пирки урӑх иккӗленсе тӑма май килмен, чиркӳ ҫыннисене халӑх шанмасӑр тӑма пултарнӑ. Христос тӗнӗ пӗтӗм ирӗклӗ шухӑшсемпе кӗрешнӗ, христианла епископсемпе пупсем ӑслӑлӑх вӗрентӗвне хирӗҫ тӑнӑ; вӗсем ученӑйсене хӑйсене кӑна мар, вӗсен кӗнекисене те хӑрушӑ тӑшмансем вырӑнне хунӑ. Шӑплӑхра ҫав ҫинҫен шӑхӑрнӑ сасӑ хурлӑхлӑ та пӗр майлӑ кӗвӗллӗ пулса явӑнчӗ, пушӑ тӗттӗмлӗхре аташса ҫӳрерӗ, темскер шырарӗ, ҫывхарса килчӗ. Час-часах пӗр-пӗр вӑрман паттӑрӗ ҫапӑҫура аяла пулса, шатӑртаттарса ҫӗрелле татӑлса анать, ҫамрӑк йывӑҫсене хуҫать. Аслати лӑпланма пӗлмесӗр кӗрӗслеттерсе, пӗтӗм хӑлхана хупласа лартмалла шутсӑр хӑрушшӑн шатӑртаттарса, кӗмсӗртеттерме тапратрӗ. Джим вара — сӑнама пултаракан ача. Сисме пултараҫҫӗ-ҫке. Эпӗ ҫак калама ҫук чаплӑ халӑхӑн хӑнӑхӑвӗсемпе ырӑ кӑмӑллӑ шухӑшӗсем ҫинчен тата та тӗплӗнрех ҫырса кӑтартма пултарнӑ пулӑттӑм. Совет влаҫӗпе парти ҫинчен мӗнле сӑмахсем каласа тӑкрӗ вӑл кунта? Мересьев паҫӑр, бомба ҫурӑлнӑ чухне, хӗр каланӑ сӑмахсене аса илчӗ те тӗрӗслӗхе уҫма хӑяймарӗ. Иккӗшӗ те пӗр ҫыннах пит хытӑ юратса кайнӑскерсем, иккӗшӗ те кӗвӗҫнипе асапланаканскерсем, иккӗшӗ те ун ҫывӑхӗнче пулнӑ, анчах лешӗ ни ку, ни тепри кунта пулнине те туйман. Унӑн пӳрнисен айӗнчи хӗлӗхсем чӗтренӗ, ӗсӗкленӗ, вӗсен янӑравӗ тата хӗрарӑмӑн лӑпкӑ сасси Фома чӗрине кӑтӑкланӑ. Ун пуҫ шӑммийӗ тупӑкҫӑ ҫине пӑхса кӑмӑллӑн кулнӑ. Ҫак ункӑ Сатурн тавра пӗр секундра 15 — 21 километр хӑвӑртлӑхпа ҫаврӑнать. Тыткӑнрисене — сутнисене те, сутманнисене те — каялла бараксене хуса кӗртрӗҫ. Ача амӑшӗн хӑлхишӗн пулсан тахҫанах ҫухалнӑ сасӑ чӗтреннине чылайччен итлесе тӑчӗ, вара, тата тимлӗрех пулма тӑрӑшса, тепӗр клавишне хускатрӗ. Пурне те йӗркипе кирлӗччӗ, — терӗ Назарка. Пире, докторсене, ҫак ҫын хӑйӗн суранӗсене салтса ҫыхнине вӗҫӗмсӗр хытӑ чӑтса ирттерни пит те тӗлӗнтерет. Венчет йӑли пӗтрӗ. Лапчӑтӑрах акӑ! — Вӑт япала! Кӑкӑрӗнчен ҫапнипе Павка хӑйне хӑй пӗлми ҫиленсе ҫитрӗ. Тупӑ кӗпҫи ҫинче часах славянла саспаллисемпе арабла цифрсен йӗрки ҫакӑн пек вырнаҫса та тӑчӗ: Т/ — 300/ У/ — 400/ Р/ — 100/Ц/ — 900/I/ — 10/А/ — I/ К/ — 20/Е/ — 5/ П/ — 80/А/ — I/Д/ — 4/Н/ — 50/Е/ — 5/ Ҫак чиркӳлле ҫырнӑ пек славянла саспаллисене йӗркипе вуласан, ҫакӑн пек сӑмахсем пулаҫҫӗ: ТурцIа ке падне (Турци пӗтет) тени пулать, цифрисене пӗрле хушса шутласан 1876 пулать — тӗрӗксене пӗтме пӳрнӗ 1876-мӗш ҫул! Ҫак ушкӑн пӑшалсемпе, шашкӑсемпе, ҫавасемпе, кирккасемпе, чукмарсемпе хӗҫпӑшалланнӑ. — Чарас пулать ӑна, — терӗ мустангер, — ахалӗн вӑл каҫ пуличчен те хӑвалама пӑрахас ҫук. Вӑл тӑма хӑтланчӗ, анчах чышкӑ тепӗр хут пырса ҫапӑнни пирвайхинчен те вӑйлӑрах урай ҫумне ҫыпӑҫтарса хучӗ. Эпӗ тӑхтаса тӑнӑ хушӑра сасартӑк килсе ҫапӑннӑ вӑйлӑ ҫил «Испаньолӑна» шыв юхӑмне хирӗҫ хускатрӗ. Канат пушанчӗ те, манӑн ӑна тытса тӑракан алӑ пӗр самантлӑха шыв айне пулчӗ. Акӑ вӑт тискер кайӑк, унран мӗн туса хучӗҫ вара? Ҫӗрле ҫанталӑк каллех пӑсӑлса кайрӗ. Эпӗ — полковой комиссар Семён Воробьёв. — Вула, тин ҫеҫ тупрӑм. Сӑнран пӑхса вӑл вырӑс ҫынни иккенне тавҫӑрса илме май пулман пулсан, ӑна нимӗҫ, е адъютант, е полкри квартермейстр (анчах апла пулнӑ пулсан унӑн шпорсем пулма тивӗҫ), е кампани вӑхӑтӗнче кавалерирен, пӗр-пӗр гвардирен ҫуран ҫара куҫнӑ офицер теме май пулнӑ пулӗччӗ. Эпӗ вара ҫав чӑнлӑха ӑнланса илтӗм. Анчах нимӗҫсем патне тарма та хӑранӑ вӑл. Озеров полкӗнче вӗсем ҫинчен каласа панине илтсен вара, Олейник сӗнӗвӗпе пачах килӗшми пулнӑ. Дуня малтанлӑха иккӗленсе тӑнӑ… А вӑл кам? Мистер Джонс тачкӑна алӑк хыҫне тӑратса хӑварчӗ те хӑй те вӗсем хыҫҫӑнах кӗчӗ. — Утрав ҫинче вӑл хӑйӗн арӑмӗпе тата икӗ готтентотпа вырнаҫнӑ. — Эпӗ суймастӑп, мӑнакка, пурте хатӗр. — Станицӑна пӗр ҫекундра вӗҫтерме пултаратӑп — ку маншӑн ним те мар, — шантарса каларӗ Ҫӑрттан мучи. Вӑл темӗн каласшӑнччӗ, анчах ассӑн кӑна сывласа илчӗ. Вӗсем ӑслӑ та вӗреннӗ ҫынсем, эпӗ вара тӑр ухмахскер. Тата кӑштах вӑхӑт ҫеҫ кирлӗ, вара вӑл пирӗн пулать, — терӗ вӑл. Ҫак сӑмахсенчен аптӑранӑ Паганель Гленарван ҫине шалт тӗлӗнсе пӑхрӗ. Ну, малалла! — Апла пулма кирлӗ мар пек, тӑхлачӑ. Силвио чӑнах та ҫапӑҫмарӗ. — Эпӗ ӳкместӗп! Йӗпхӳ ҫуса тӑнӑ, ҫумӑр пек те мар, витӗрех ҫапнӑ вӑл, шӑнтнӑ. Эпир вут чулӗпе, кварцпа тата юшкӑнлӑ тӑпра сийӗсемпе хутӑш пӑтранса выртакан гранит чулӗсен катӑкӗсем тӑрӑх аран-аран утса пыратпӑр; сасартӑк пирӗн ума виле шӑммисемпе тулнӑ пӗр хир, тӗрӗссипе, тӳрем лаптӑк сарӑлса выртнине курах кайрӑмӑр. Эпир ҫав пӗчӗк кивӗ пӳртре пурӑнатпӑр, ҫӗрле атте алӑка яланах питӗрсе илет, ҫӑраҫҫине пуҫелӗкӗ айне хурать. Вӑл, умӗнчи хӗвел хӑйпе ҫапла тума хушнӑ пек, аллисене ҫунат евӗр саркаласа тата хӑйӗн самолета аса илтерекен тӗлӗнмелле мӗлкине сӑнаса, Поднебескӑна хирӗҫ чупать. — Чӑнах та-и? — Ну, ҫывӑрмалла, хӗрсем! Станцирен аякра ҫӗр ҫирӗм километрта пысӑк партизан отрячӗпе ҫапӑҫу пырать: ку отряд чугун ҫулне татнӑ, кӗперсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Анчах та эпӗ — никама та кирлӗ мар, эпӗ — пуш-пушӑ. Вара Тимур ҫӗҫӗ кӑларса вӑрӑм хулӑ касрӗ те вӗҫӗнчи туратне шӗвӗртрӗ. Ку — хайхи тыткӑна лекнӗ нимӗҫ лётчикӗ иккен, кӑнтӑрла, каннӑ чухне, вӑл ӑна лапша ҫитернӗччӗ. — Аванни — малалла пулать… Утсан-утсан, ывӑнса ҫитнипе тул ҫутӑличчен выртса канас тенӗ ҫӗрте, сасартӑк чӑнкӑ тӑвайкки хӗррине пырса тухрӑм. — Ҫук, тем тусан та каймастӑп, — терӗм эпӗ, ун сюртукӗнчен ҫакӑнса. Пире мӗн интереслентерни те «вӑл ачасене мӗн те мӗн таран ҫавӑрма пултарни ҫеҫ» аса килет. — Вӑл шӑнкӑртаттарчӗ, унтан кӑшт уксахласа алӑк патне пычӗ те уҫрӗ. Пӗлсессӗнччӗ эс, эпӗ сирӗн ҫинчен, йытӑ аҫисем ҫинчен, мӗскер шухӑшланине, сирӗн ҫине мӗнле ҫилӗ тытнине! Ху ҫапах та кайрӑн, мӗншӗн тесен сана рабочилле шухӑшлани хистенӗ. — Ҫулӑр ӑнса пытӑр! — терӗ вӗсен хыҫҫӑн Паганель. — Ривьерӑра ҫапӑҫнӑ-им вара? — ыйтрӗ Воропаев, анчах автомобиль кӑшкӑртнӑ пирки ӑна ответлемерӗҫ; автомобиль ту каҫҫинчи чи йывӑр вырӑнпа иртсе пырать. — Тен ҫӗр мӑйрисене, сыснасем юратакан апата, чавса кӑларӑр. Хӑш-хӑш ҫӗрте юр чӗркуҫҫи таран пулнӑ, лаша утмассерен ҫуна сике-сике туртӑннӑ. Ҫеҫенхирти пӗр-пӗр улӑп тӑпри ҫине улӑхса е шыв хӗрринчи тӗмеске ҫине, е тата, ялан хӑнӑхнӑ чӑнкӑ ҫыран хӗррине кайса ларатчӗ те вӑл, ҫулҫӑсем чӑштӑртатнипе курӑксем пӑшӑлтатнине е ҫеҫенхир ҫилӗ темӗнле ассӑн сывланине кӑна итлетчӗ; Эпир вӑхӑтра ҫитеймерӗмӗр — халӗ ӗнтӗ нимӗнле те пулӑшаймӑн. Вӑл та, Роберт та ҫӗр ҫине сиксе анса, пӗр-пӗрне ыталаса илчӗҫ. Ҫамрӑк манах ҫул ҫинче те пӗчченҫи утнӑ. Вӑл полицейскисемпе тата ытти манахсемпе тӗл пуласран шикленнӗ. Эсир халӗ те сарӑрах сӑнлӑ-ха, ҫапах куҫӑрта ӗлӗкхи мӗскӗнлӗх ҫук. Складсемпе магазинсем умне хурал тӑратса тухнӑ хыҫҫӑн, ҫуртсен стенисем ҫине комендантӑн пӗлтерӗвӗсене ҫыпӑҫтарса тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл хула ҫыннисем кӗпӗрленсе тӑракан магистрат ҫурчӗ патне васканӑ пулӗччӗ. Том пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑрӑна-пӑрӑна тӑвӑр урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, — вӑл шкул ачисем килелле таврӑнакан ҫул инҫете юличченех ҫӳрерӗ. — Вӑл манӑн тӗнкене илет. Павел кантӑк витӗр сада тухрӗ: унӑн пӳлӗмсем урлӑ иртсе, Тоня амӑшӗпе тӗл пулас килмерӗ. Пурте йытӑ хыҫҫӑн утрӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗрне питех те хытӑ юрататчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсенчен пӗри учитель, тепри ун вӗренекенӗ тесе никам та шухӑшлама пултарайман. Халех акӑ… — вӑл калас сӑмахне тупаймарӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, ҫапах та, хӑйне хӑй аран-аран алла илсе, алтупанӗн тӳрчӗпе пичӗ-куҫӗ ҫинчен ҫилӗм пек ҫыпӑҫакан тарне шӑлкаласа сирчӗ те ҫапла персе ячӗ: — Ыран вӑрлӑх турттарса килетӗп тесе мана халех расписка ҫырса панӑ пултӑр, тата ыранах эсӗ тивӗҫлӗ ҫӗре кайса ларатӑн. * * * Вӗсем шкула пырса кӗнӗ чухне унта пухӑва пуҫтарӑннӑ халӑх тӑп-туллиех чыхӑнса тулнӑ. — Суккӑ-ӑр? — ыйтрӗ вӑл тепӗр хут, пушшех те чӗтренчӗк сассипе, хӑйне пӗтӗмпех тыткӑна илнӗ хӗрхенӳллӗ туйӑмран ҫӑлӑнмалли хӳтлӗх шыранӑ евӗр, — вара вӑл ачана сасартӑк мӑйӗнчен ыталарӗ те пичӗпе ун ҫумне лӑпчӑнчӗ. Анчах вӑл темӗнле хӑвӑрт ҫавӑрӑннӑ пулин те Ривэрӑна сиен тума пултарайман, ҫав вӑхӑтрах, ҫак ҫавраҫиллӗ ҫаврӑну вӑхӑтӗнче Ривэра ӑна умлӑ-хыҫлӑн виҫӗ хутчен урайне ҫавӑрса пӑрахнӑ. — Ҫапла эппин, пулас фабрикант господин, — нимӗн те пулман пек калаҫма пикеннӗ Маякин, — виҫҫӗр пин тенкӗ, вара сан ӗҫӳ пушар пек алхасса каять? Демкинсем ҫуррине те пуҫтарман-ха, — хушса хучӗ вӑл. Юлашки хут аманни Воропаева ирӗксӗрех урӑх тӗрлӗ пурнӑҫ шырама хистерӗ, паллах, леш унччен шухӑшланӑ хӗрарӑмпа пӗрле тӑвас пурнӑҫ мар… Кӑнтӑра килсе ҫак ҫурта илес ниме тӑман шухӑш та ҫавӑн чухнех ҫуралчӗ. Ҫапах та ытлашши ниме тӑман япаласемех мар-ха вӗсем: Воропаевӑн чирӗ чӑнахах та йывӑр, ывӑлӗ те чирлесси патнех ҫитнӗ, вӗсем иккӗшӗ те инвалидсем, ҫитменнине тата халӗ вӗсен иккӗшин умӗнче те ҫӗнӗ, паллӑ мар пурнӑҫ уҫӑлать. Вилене вӗҫертеҫҫӗ те йӗнер ҫинчен антараҫҫӗ. Хӑйне чун пек кӗтсе тӑракансем патне хытанкӑ кӑна жид пырса тӑчӗ. Вӑл Янкельрен лутрарах, анчах пичӗ Янкелӗннинчен ытларах пӗркеленсе пӗтнӗ, ҫӳлти тути калама ҫук хулӑм. Вӑл ҫитсе тӑрсанах пур жидсем те пӗр-пӗрне пӳле-пӳлех ӑна васкаса каласа кӑтартма пуҫларӗҫ; Ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать ӗнтӗ, ытлашши вӑрӑмах мар вӑл, анчах та ҫав тери сарлака этем, хулпуҫҫийӗсене ытла сарлаках теме ҫук унне, пуринчен ытла — кӑкӑрӗ сарлака; вӑл сарлака та платла этем, мӑйӗпе ӗнси ун ҫав тери тӗреклӗ, пилӗкӗ ҫинҫе мар, палӑрмасть те вӑл, анчах хырӑмӗ те пысӑк мар ун, хӗвелпе пиҫсе сывлӑхсӑр ҫынӑнни евӗр саралса ларнӑ сӑн-питне курсан ӗнтӗ, ӑна ырхан ҫын теме те пулать. Софья куҫ айӗн пӑхса сӑнарӗ… Вӗсен хушшинче Серёжа хӑй паллакан ҫамрӑк пулемётчика курах кайрӗ. Уҫӑ алӑкран столовӑйӗнче чей ӗҫни курӑнчӗ. — Манӑн та кайма вӑхӑт, пӗрле кайӑпӑр. Ҫимӗҫӗ ӳссе ҫитӗниччен кӗтес пулать-ха. Анчах, ӳссе ҫитсен, ӑна татас пулать! Сухаласа пӑрахнӑ хура хирте унӑн хӑмӑртарах ура хырӑмӗсем ҫеҫ вӗлтлетсе тӑчӗҫ, тата ҫурӑм хыҫӗнче, хирӗҫ вӗрекен ҫил лӑсканипе, тутӑр вӗҫӗсем варкӑшса пычӗҫ. — Эппин мисс Пойндекстер калама ҫук хитре пулма кирлӗ. Юлашки аслатисен вӑхӑтӗнчи ҫиҫӗмсем вӑйсӑррӑн ҫиҫе-ҫиҫе илеҫҫӗ. — Граф хӑйӗн ӗмӗрне лайӑх пурӑнса ирттернӗ теҫҫӗ, тӗрӗс-и вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. Тӗтре хупланӑ куҫӗпе вӑл хӑй умӗнче пӗчӗк офицера курчӗ, унӑн сӑнӗ хӗрлӗ, юнпа тулса ларнӑ, вӑл амӑшӗ ҫине:— Кай кунтан, хӗрарӑм! — тесе кӑшкӑрчӗ. Анчах ҫухалтӑр тӑван ҫӗршыв, ҫухалччӑр чыс та, мундир та, мӗнпур аслӑ сӑмах та, — ман Эпӗ хӑй халлӗнех, никам тӗкӗнеймиех юлать. «Акӑ Ромашов пӳлӗмӗнчен Гайнан вирхӗнсе тухрӗ. Хӗвел тухас умӗн ҫиҫӗм ҫутисем шупкалма, кӗскелме тытӑнчӗҫ; вӗсем сайраран сайра чӗтрекелерӗҫ, юлашкинчен вара уҫӑлтарса яракан янкӑр кун ҫутинче пачах ирӗлсе ҫухалчӗҫ. Мӗн каҫ пуличченех Фома тӗксӗммӗн ҫӳренӗ, мужиксем хӑй ҫине хисеплӗн тата шӑлкӑнса пӑхнине те асӑрхаман. Инсаров ун хыҫҫӑн утрӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫре мана унӑн тарҫисем те, хӑйӗн кӳршисен тарҫисем те пулӑшаҫҫӗ. — Эсӗ-и ку, Тӑмана? ССР Союзӗн Конституцийӗ пустуй сӑмах пани, «потемкинла ял» тата урӑх ҫавнашкал пулать, текелеҫҫӗ пулсан, вӑл тӗлӗшрен эпӗ пуриншӗн те паллӑ, хӑйсемшӗн хӑйсем калакан фактсене асӑрхаттарасшӑн. Вӑл пысӑк стаканпа какао ҫӗклесе пычӗ те, ӑна Павел Петрович умне лартрӗ, — хӑй пӗтӗмпех вӑтанса кайрӗ, илемлӗн курӑнакан сӑн-пичӗн ҫӳхе ӳт-тире айӗпе вӗри юн хӗрлӗ хумпа сарӑлчӗ. Вӑл куҫӗсене ҫӗрелле усрӗ те, пӳрне вӗҫӗсемпе сӗтел ҫине тӗренсе, сӗтел умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Вӗсенчен — апла-и, капла-и — инкек сиксе тухатех.. Вӗсем манӑн учлётсем. Хӗрлӗ дивизисем никам чарми тапӑнса пынипе сапаланса кайнӑ, йӗркерен тухнӑ, ҫӑлӑнӑҫ шыракан поляк ҫарӗсен ушкӑнӗсене малаллах хуса пыраҫҫӗ. — Эппин, ухмаха ӗненетӗн, — ывӑннӑн мӑкӑртатнӑ Петр. Елена юнашар пӳлӗме кӗчӗ те стена ҫумне таянса нумайччен ним хускалмасӑр тӑчӗ. — Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче аптӑрасах каймарӑн эс, юрамалла! — терӗ Юргин. Кораблев пырсан, Николай Антоныч кӑмӑлӗ уҫӑлсах каятчӗ. Ҫав тери хӗрхеннипе Нэн арҫын ачана хӑй аллине илчӗ. Тен, эпӗ унтан ыйтма пӗлмен те пулӗ? Куҫӗ умӗнче укҫа йӑлтӑртатнине курсанах вӑл унпа мӗн тӑвассине асне илет. — Кам пирки пултӑр, тухтӑрӗ пирки ӗнтӗ, тӳррӗн каласан, — терӗ Смион лӗкӗртетсе. Ҫакна вӑл лоцманран ыйтрӗ, ответлессе вара горизонт ответлерӗ. Юрать, эсир хӑвӑр каяс умӗн пӑртак ҫырткалама ӗлкӗртӗр. Хаваслӑ платник ҫемҫен кулнӑ, ӑна ырланӑ: — Ку вӑл — ялан пулакан ӗҫ, ҫулла хӗвел тухнӑ пекех! Ывӑннӑ эппин эсӗ, ӗшеннӗ. — Хӗвеланӑҫ фронтӗнче пулман-и? — шиклӗн ыйтрӗ урасӑр Бунчиков. — Эсӗ, матрос, кулма тӑхта-ха! Пӗрремӗш литографире нимӗҫ кил-ҫуртӗнчи йӑли-халине кӑтартать; иккӗмӗшӗнче — Абдул-меджид султан ут утланнӑ, хӑй тавра ҫывӑх ушкӑнӗ тӑрать, виҫҫӗмӗшӗнче тата Крым вӑрҫине кӑтартакан эпизодсем: Альма патӗнчи, Евпатори патӗнчи ҫапӑҫусем, Силистра хулине 1852-мӗш ҫулхине тӑшман ункинчен хӑтарни. Вӑл ешчӗкрен иртме тӑрать, анчах урисем тапранмаҫҫӗ, тасатса лартнӑ ҫӗнӗ калушӗсем чул урай ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек, вӗсене те уйӑрмалли ҫук пек, урисене те вӗсем ӑшӗнчен кӑлармалли ҫук пек. Эх, эс те ҫав!.. Урамра Саша амӑшне хуллен кӑна каларӗ: — Кирлӗ пулсан, вӑл вилме те ҫакӑн пекех каять ӗнтӗ, ун чухне те, ҫакӑн пекех, кӑштах васкама тытӑнать пуль. Ку вара ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулнипе, эпир иксӗмӗр те юпа пек хытса тӑтӑмӑр. Мӗскер уншӑн служба, парадсем, ялав, выговорсем, чыс? Ну, тултарам, куркӑна тыт: мӗнле, эрех лайӑх-и? Ҫапла ӗнтӗ, Яков Лукичӑм! — терӗ те, карӑнчӑк тымарсемлӗ алтупанне Яков Лукич чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, каланӑ сӑмахӗсем нумая пӗлтернине асӑрхаттарчӗ. — Часах пуҫлатпӑр! Ку — пӗрре! Халӑх сӑмахне шанас пулсан, пӳрт-ҫурта сиплӗх те сӑвап та кӳреҫҫӗ имӗш. Пӗр Соломон кӑна кӗтесре аллисене хӗреслетсе тытнӑ та, ним пулман пекех, йӗрӗнчӗклӗн кулкаласа тӑрать. Эпӗ ҫапла Ванюшӑна, Ерошка мучине, Лукашкӑна, Марьянкӑна тытрӑм». «Акӑ вӗсем пирӗн ротӑра ҫӗр ҫын. Кашниех вӗсенчен — шутлав-шухӑшлавлӑ, туйӑмсемлӗ, хӑйне уйрӑм кӑмӑллӑ, пурнӑҫ опычӗллӗ, харпӑр хӑйӗн иленӗвӗсемпе те хирӗҫлевӗсемпе. Эпир сӗтел хушшинчен тӑрса тухрӑмӑр. — Шӑршӑ кӗрекен йытӑсем патнелле каях эсӗ! — терӗ Петр Васильев, ура ҫине тӑрса. — Ҫапла, пӗччен… тур пулӑшнипе. — Талцетл, — терӗ Аэлита ун ҫине пӳрнипе тӗллесе. Уэлдон миссис, юлташӗсене мӗн тӑвас тенине тума ирӗк парса, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Пуринчен кайра драгун эскадронӗ вӗҫтерсе пынӑ, вӑл хӗрӳленсе аллисемпе хӑлаҫланса калаҫакан хӗрарӑмсемпе арҫынсен ушкӑнӗнчен тин ҫеҫ уйрӑлса кайнӑ-мӗн. — Эсир, господин, — хушса хучӗ хохол, ачашшӑн тӑрӑхласа, — тӑраничченех ҫирӗр, анчах япӑх чӑмларӑр, сирӗн пыра ҫӑкӑр татки ланкнӑ. Анчах аманнисем хутшӑнсах пынӑ. Анчах Доримедонт атте мана ырӑ кӑмӑллӑн пек чӗнсе илчӗ: — Э, пускил… Арҫын кӑмӑлне кайма тӑрӑшакан хӗрарӑм хӑйне юраттарас текен ҫын умне начар та килӗшӳсӗр платье тӑхӑнса тухиччен — хӑй ултавҫӑ та хаяр, аскӑн хӗрарӑм иккенне пытармасть. Ыйтӑр-ха унран, килӗшет-и вӑл ҫакӑнпа? Ҫапах та унӑн сӑн-пичӗ пӗрре те ырӑ тӗслӗ мар, ҫакӑ Ленӑна лайӑх мар пуласса систерчӗ. Тепӗр чух, ӑна мӗн те пулин тӑнлантарса пама йывӑртарах вӑхӑтсенче, ман шутпа, унӑн ҫурма ютшӑнчӑк пуҫӗшӗн тавҫӑрса пӗтерме ҫукларах пек туйӑнакан самантсенче (хӑш чух вӗсем хамшӑн та пит паллах марччӗ-ха), вӑл ҫӑткӑнланса паракан ыйтусене хирӗҫлеме пӑхаттӑм эпӗ: «Куратӑн-и мӗнлерех… «Пӗтнӗ чун! — терӗ пӗр турра ӗненекен карчӑк, вӑл чупсах кайнине курсан. Тата кам туянтӑр-ха вӗсене ман ята пӗлмесӗр; кама кирлӗ пултӑр-ха ҫав ӗлӗк-авалхи сӑнсем тӑрӑх тунӑ ӳкерчӗксем? — Эпир тӳррӗн тума шутлатпӑр. — Паллах! Тепӗр икӗ кунтан выҫӑ вилме пуҫланӑ Лупера хӑйне те ҫынна хӗрхенекен маориецсем — ун пеккисем те пур! — килсе тупнӑ. Аран тухакан сассӑмпа ӑна эпӗ хам вилнӗ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм тесе пӗлтертӗм. Ҫӗнӗ пурӑнӑҫ ытла та кӗтмесле тата хӑвӑрт килсе кӗчӗ. Унта, ҫӳлте, библиотека пӳлӗмӗнче — пӗр ҫын пур. Ҫав ҫын темӗнле майпа ку тамӑка кӗме пултарнӑ. — Ӑнлантӑм. Атте мана тӗлӗнмелле хӑй ирӗкне парӑнтаратчӗ — пирӗн хушӑри хутшӑнусем те тӗлӗнмеллеччӗ. Тата тепӗр эрнерен вӑл ҫакӑнта, юр витсе лартнӑ местечкӑна, иккӗмӗш батальонӑн ҫар комиссарӗ пулса килчӗ. — Эпӗ виҫӗмкун мӗн ыйтнине, — терӗ Оленин, ун хӑлхи патне пӗшкӗнсе. Пӗлме ҫук, кам та пулин килсе кӗрӗ те сире курах кайӗ, ваше благороди. Ҫавӑн хыҫҫӑн тин сӑнчӑрсем чӑнкӑртатса илчӗҫ те, алӑк уҫӑлчӗ. Вӑл та авланса ячӗ, хулари пахчаҫӑ хӗрне илчӗ; ку хӗр, хӑй патне хӑтана пынӑ икӗ чипер каччӑна сехечӗсем пулманшӑнах тиркенӗскер, хӑйпе пӗрле чылай мул илсе пычӗ: Петрӑн сехет кӑна мар, лакпа витнӗ кӗске кунчаллӑ ҫутӑ атӑсем те пулнӑ ҫав. — Калас пулать, ман патра эсир ун пекки пӗрремӗш-ха, — терӗ вӑл кайран, Воропаевӑн мӗнпур хучӗсене темиҫе хут вуласа тухнӑ хыҫҫӑн. Эсӗ вӗт унта, академире, пӗрмай ҫавна вуланӑ? — Ырӑ мар мана, — пӑшӑлтатрӗ Елена. Кунта та пурӑнма пулать-вӗт. Вӑл Георгий князь патӗнче приказчик пулнӑ, ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн ун патӗнчен кайнӑ, князь ӑна лайӑх тӳленӗ, халӗ вӑл ҫав укҫапа хӑйӗн ӗҫне пуҫласшӑн: пир-авӑр фабрики лартасшӑн. Вӑл ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран тухмалли вырӑн шыраса тупма е тата хӑйсене шыракансене тӗл пулма ӗмӗтленессине пӑрахман пек пулнӑ. Эсӗ ҫӗнни, тата пуян ачи, — пуянсенчен учитель шырамасть. — Вилтӗрех! Султанӑмӑр сывӑ пултӑрах, ҫавна пӗлсех тӑр эс, пӑлхавҫӑ! — хӗрсе чӑкрашрӗ лутри. — Эсӗ те вилетӗн… Хӑй вӑл тӳрех ҫара кайнӑ, ун хыҫҫӑн арӑмӗ те медсестрасен курсне вӗренме кӗнӗ. Киле кайма ӗлкӗрӗн, — йӑлӑнать Маруся. Вулакан куншӑн каҫарӗ мана, мӗншӗн тесен, этем тӗшмӗшлӗхрен пур майпа та йӗрӗнет пулин те, хӑй ҫавах ҫав тӗшмӗшлӗхпе ҫыхӑнса тӑнине хӑй опычӗ тӑрӑх пӗлсе тӑрать пулӗ, тетӗп. Вӑл йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, никама та асӑрхамарӗ те, сасартӑк чавсине айӑкӗсем ҫумне тытса, тӗлӗнмелле сиккелесе чупма тытӑнчӗ. Хальхи хӗрсем ун пек ҫинҫе хӑюсене хӗрес е тенкӗ ҫакма тесе ялсем тӑрӑх коробкӑсемпе ҫӳрекен москальсенчен туянаҫҫӗ. Кӑштах пӗшкӗннӗ пек те ҫав куҫхаршисем, унӑн таса куҫӗсенчен пӑхаҫҫӗ пек; пӗчӗкҫеҫ тутине ӗнтӗ, вӑл вӑхӑтри ҫамрӑксем ун ҫине пӑхса тутисене ҫулакаласа илнӗ, юриех, шӑпчӑк юрри шӑрантарма тесех тунӑ тейӗн; ҫӳҫӗ вара ҫӑхан ҫунатти пек хура, ҫамрӑк йӗтӗн пек ҫемҫе (ун чух хӗрсем ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ ҫинҫе хӑюсем яра-яра пӗчӗкҫӗ ҫивӗтсем туман-ха), илемлӗн кӑтраланса анать те вӑл ылтӑнпа тӗрлесе эрешленӗ кунтушӗ ҫине выртать. Кунта пире никам та кансӗрлемӗ. Тепӗр вӑтӑр ултӑ сехетрен ман пуҫа касса пӑрахаҫҫӗ. Лукашка кордона кайрӗ, Ерошка мучи вара ҫав вӑхӑтрах йыттисене шӑхӑрчӗ те, ҫатан урлӑ каҫса, Оленин хваттерӗ патне хыҫалтан ҫаврӑнса кайрӗ (сунара кайнӑ чухне вӑл хӗрарӑмсемпе тӗл пулма юратман). Пурӑнӑҫ хӑйӗн тӗввине хытарсах пырать. Лере вӑл ҫитсе пулӑшасса кӗтеҫҫӗ. Кӳршӗри крепӑҫе илнӗ тенине илтсенех, вӑл хӑйне ырӑмаррӑн туйрӗ, чирлесрен хӑратӑп. — Никам та ҫук… Каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнипе вӗсем фургона та, юланутсене те курман. — Шӳтлесе каламастӑр пулсан, хӑвӑра та сывлӑх сунатпӑр, — кӑшт ҫеҫ палӑрмалла йӑл кулса хуравларӗ ҫынпа калаҫнӑ чухне яланах кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулакан Кӗҫӗн Аким. Сержант хӗпӗртесех мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пачӗ. Пӑван чирӗ ҫинчен, ӑна «хистемелли» майсемпе тыткалани ҫинчен тата врач ун хутне кӗни, анчах та хутне кӗни ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен каласа пачӗ. Ну, ку ҫаплах пулмалла та. Ҫавӑнпа та сирӗнтен ыйтатӑп: параднӑйӗнчен ан шӑнкӑртаттарӑр, ку чирлӗ ҫынна чӑрмантарать, эсир килкартинчен кӗрӗр. Сывӑ пулӑр! Мӗнех вара вӗсем маншӑн? Кун каҫа вӑл вӑтӑр ултӑ пин хускану пулать. Манӑн хыҫра режиссерсем васкаса пӑшӑлтатни илтӗнет… Ун чух вара суд тӗпчес ӗҫ пӗтсе ларӗ, приговорӗ ӗнтӗ малтанах паллӑ та, ӑна ӗҫе кӗртмелли ҫеҫ юлать. Эпӗ пӗр Иванова паллаттӑм та, хӑй вӑл нимӗҫчӗ. Юлашкинчен вара, нимӗн калама аптӑранипе, вӑл кӳршӗ чӳречинчен шаккама тытӑнчӗ. Пирӗн ватӑ шӑмшакшӑн ҫак хӗвел — чи усӑллӑ япала. — Эсир нихҫан та юланутпа кайӑк тытма ҫӳреместӗр пулмалла, чӑнах вӗт? Хӗвелтухӑҫӗ енче, горизонт хӗрринчех, шурӑмпуҫӑн шупка ҫутинче, пӗр-пӗрин хушшине пӗр пек хушӑсем хӑварса йӗркеленсе тӑнӑ сакӑр пысӑк карапӑн парӑсӗсем палӑраҫҫӗ. Патак, патак… хӳмене паҫӑрах ӳкерсе хунӑ ӗнте, эпӗ, хама лекессине пӗле тӑрах, хӳме айне васкасах, хӗвеле, кайӑк-кӗшӗксене, пӗлӗте ӳкерсе хуратӑп. Олейник нимӗҫе ҫӗре хучӗ ҫеҫ, йӗри-тавра сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ те хунарсем ҫуталма пуҫларӗҫ. Ҫуллахи кӑшт тӗтреллӗрех лӑпкӑ ир ҫак тӗрлӗ шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем тӗрлӗ тӗлӗксем курнӑ пулӗ, анчах вӗсем пурте пӗр вӑхӑтра ҫывӑрса кайрӗҫ… Пӗлетӗр-и, эпӗ нихҫан та хӗрарӑмсене йӑпатса курман, ӑна мӗнле лӑплантармаллине шухӑшласа тупаймарӑм, пӗр кӑна иксӗмӗр те нимӗн те чӗнмерӗмӗр… — Щукарь мучи, хӑйӗн кукша пуҫне шак! шаккаса илчӗ те пулеметран пенӗ евӗрлех черетӗн-черетӗн ҫатӑртаттарма тытӑнчӗ: — Ҫапла вара, ҫын арӑмне хапсӑнас тӗлӗшпе Демидӑн ӗҫӗсем начар пынӑ, ашака тесен ӗнтӗ е ытти ҫветтуй выльӑх-чӗрлӗх таврашне хапсӑнас тесен, вӗсене хапсӑнма мӗне кирлӗ пулнӑ-ха ӑна? Те вара пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут хам ҫинчен ҫырнӑ некролога хамах вуласа тухнипе, те чӑнах та эпӗ вилес ҫӗртен хӑтӑлса юлнипе, ҫав пӗчӗк заметка мана кӳрентермеллех кӳрентерчӗ. Вӗсем те пулин хӑвӑртрах ҫаврӑнсан та хӑйсен вырӑнӗнчен хускалман. — Ливси пулман пулсан, эпӗ сире ҫийӗнчех шуйттансем патне янӑ пулӑттӑм. — Епле, Гретхен, эсӗ мана ҫавӑн пек ӗҫрен пӑрас теместӗн-и? Ҫак укҫана илсе тухмалла та пӗтӗм халӑх умӗнче шутламалла, нимӗнле иккӗленӳ те ан пултӑр. Анчах манӑн пуху мӗн йышӑннипе килӗшмеллех пулать, мӗншӗн тесен унӑн ҫапла йышӑнма тивӗҫлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Пуҫ тӳпинче ун пысӑк кукша, уссийӗсем ҫӑра, вӗсене вӑл аялалла янӑ, ҫавӑнпа вӗсем унӑн тутине хупласа тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пысӑк ун, кӑмӑла килмелле хӑмӑр куҫсем. Вӑл пӑлханнипе ӗшенсе ҫитсе, Людмила ҫумӗнчен сулӑнса кайрӗ те йывӑррӑн сывласа ларчӗ. — Климат, Иосиф Виссарионович, чарӑну палли лартать. Алӑпа ҫеҫ мар, йӗтӗм пӳпе ӳпӗнсе ҫӳлтен аялалла ҫапмалла». — Пар кунта! Таҫта кӑвакарчӑнсем кӑрӑлтатаҫҫӗ, пыл хурчӗсем курӑк ҫийӗпех сӗрлесе вӗҫеҫҫӗ. Манӑн вӑхӑта пӗртте ирттерме юрамасть. — Ларӑр, тархасшӑн. — Сталин, эппин, сан шутпа… йӑнӑшнӑ пулать э? Эпир камӑн малтан пемеллине пӗлме шӑпа ярӑпӑр. Фелим! — Мӗншӗн маларах чарман вӑл сана пурӑнма, халь ҫеҫ унашкал шухӑш тытнӑ? — ыйтрӑм эпӗ. Старик хӑйӗн кӑвакарнӑ куҫхаршисем айӗпе ун ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ. Айртон хӑтланӑвӗсене тахҫанах пӗлекен Гленарван, Айртонпа хӑй хушшинче мӗнле те пулсан ӗҫпе сӑмах татас шухӑш ӑна темӗскер пек туйӑнать пулсан та, вӑл куҫхаршисене те вылятса илмерӗ. — Итле-ха, илемлӗ вӗт вӑл, — терӗм те эпӗ, кулса ятӑм. Манӑн шӗпӗн питӗ нумайччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ час-часах шапасене тыткаласа хӑтланаттӑм. Мӗншӗн вӑл ӑна ҫав тери ырлать? Юхман шывра темӗнле усал та ӗрчет… Тӗрес-и, Вовик, э? Малтанхи хут хӑрушӑ япала ку. Кам хыҫҫӑн та пулин алӑк шалтлатса хупӑнчӗ-тӗк, Салли аппа шарт сикет те ахлатма тытӑнать; акӑ, пӗр-пӗр япала ҫӗре персе анчӗ — вӑл каллех ах! тесе кӑшкӑрса ярать; хӑй сисиччен ӑна кӑшт ҫеҫ пырса сӗртӗнсен те ахлатать вӑл, кирек хӑш еннелле пӑхса лартӑр вӑл, пурпӗрех хӑй хыҫӗнче такам пур пек туйӑнать ӑна: пӗрмай ах! ах! тесе ҫаврӑнса пӑхать, пӗр еннелле чӗрӗк ҫаврӑм тума та ӗлкӗреймест, каллех каялла ҫаврӑнса пӑхать, хӑй вӗҫӗм ахлатать; вырӑн ҫине выртма та хӑрать вӑл, анчах ҫывӑрмасан ҫӗрле пушшех хӑрушӑ. Аллӑ ҫынтан пӗри те пулин авланнӑ чухнех: майлӑ вӑхӑт килсен, пурпӗрех ют хӗрарӑм патне кайма пӑрахмастӑп, — тесе шутламанни тупӑнӗ-ши? Ҫак хура та ырхан, ватӑлса кайнӑ ҫын чӑнахах хӑйӗн тусӗ Алексей Мересьев иккенне ӗненсен (ӑна полкра пурте тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ ӗнтӗ), лётчик хӑйӗн пуҫне ярса тытрӗ те савнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ, вара чӑрсӑр гопак ҫеммине тутипе каласа, сӗтел тавра ташласа ҫаврӑнма пуҫларӗ, ҫемҫе унттисемпе ҫӗр урайне хӑвӑрт тапӑртаттарса, урайӗнче выртакан панулмисемпе апельсинсене йӑлтах таптаса лапчӑтрӗ. Унтан каллех Мересьев патне ыткӑнчӗ те ӑна хулпуҫҫийӗсенчен ярса илчӗ, унӑн путса аннӑ хура куҫӗсем савнӑҫлӑн йӑлкӑшнине курса, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. — Чӗрӗ! Вӑл вӑрӑм, ырхан та типшӗм кӗлеткипе вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресе пурӑнакан ҫынна тата перекатиполе текен курӑка аса илтерет, анчах ҫӗр чӗнӗвне ҫакнашкаллисем те чӗрипе йышӑннӑ; вӗсем, типсе кайнӑскерсем, тапранса тухнӑ та хӑйсен сӳнсе ӗлкӗреймен туртӑмӗсен тата ӗмӗчӗсен вӑррисене акса ӳстерме вырӑн шыраҫҫӗ. Вӑл хӑрава тата тунсӑха пула хыттӑнах йынӑшрӗ. — Кунти леҫник пулатӑп эпӗ. — Хуҫӑкки вӑл хуҫӑк та; анчах та салана ҫитӗпӗр… уттарса. «Суятӑн, шуйттан жичӗ! пулман ун пек ӗҫ христиан ҫӗрӗнче! пӑтраштаратӑн эсӗ, анчӑк!» Батарея командирӗ пулсан ӗнтӗ сирӗн лайӑхрах пурӑнма тӳр килет: коляска та, кӗрӗк те кирлӗ пулать, вӑл та, ку та… мӗнне калан ӗнтӗ… Ҫак сӑмаха каласа асӑрхаттарса та ӗлкӗреймерӗ вӑл, ҫулҫӳревҫӗсем ҫине ҫав тери пысӑк хум персе ҫитрӗ. Хӗрӗх фут ҫӳллӗшне ҫӗкленнӗ хум вӗсем ҫине темӗскер пек шавпа йӑтӑнса анчӗ. Анчах ку лагерь пушах-ха — сывви те, вилли те ҫук. Мӗн те пулин кирлӗ пулсан, пӗтӗм кил-ҫурта асар-писер пӑтратса ярать. Унпа инкеке ирттерсе ярас ҫук! Вӑл чӑнах та темиҫе хурт-кӑпшанкӑ тытрӗ, вӗсене тӑрӑшсах ахаль куҫпа тӗпчерӗ, тинкерсе пӑхнипе суккӑрланас патнех ҫитрӗ, анчах хӑйӗн хаклӑ коллекцине пуянлатрӗ, унсӑр пуҫне, Африка хурт-кӑпшанкисем ҫинчен ҫырмалли пулас пысӑк ӗҫӗн пӗтӗмӗшле планне туса хучӗ. Хальхинче те акӑ Нагульнов, Давыдова темле урлӑ-пирлӗ пӑхкаласа кӗтсе илчӗ, ҫапах та, Лушка тухсанах, хӗрӳленсех калаҫма тытӑнчӗ: — Выльӑхсене пусаҫҫӗ, ҫӗленсем! — Эпир Австралине ҫитсе кӗтӗмӗр, — тесе малалла пикенчӗ Паганель. — Кам шуйттанӗ пӗлет, тен, хорасан та пулӗ! — ответлерӗ Цимбал. Куна хирӗҫ ответлеме йывӑр мар. Мана Апеннинра епархи параҫҫӗ-и, е эпӗ кунтах, викари пулса юлатӑп-и, ку ыйтӑва татса паман-ха. — Сур та хур Бен Ганн ҫине! — кӑшкӑрчӗ Мерри. — Чунӑмра ман темӗскер йӑшаланать, — Люба ҫине пӑхмасӑр, хӑйпе хӑй ҫеҫ калаҫнӑ пек тӑснӑ сӑмахне Фома, — мӗскер йӑшаланать, ҫавна эп ӑнланса илейместӗп… Сӑхманӗ ҫинчи хӑйӑра ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа, Тихон пырса тӑчӗ те: — Пӑх-ха эсӗ, мӗн тери тӑрӑшрӗ Алексей Ильич, анчах ҫапах та… Эпӗ ун ҫинчен сире кӑна калатӑп, — часрах хушса хучӗ ҫамрӑк капитан, — анчах миссис Гленарванпа мисс Гранта хӑратмашкӑн кирлӗ мар. Пурте ҫакӑнпа ҫыхӑнса тӑракан вӑрттӑн ӗҫсемпе пит хытӑ интересленеҫҫӗ. — Ҫапла, Сапун-ту. Ах, Настя! — А мӗнле? Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:— Каллех ҫав вырӑн пулмарӗ, Гек. Каллех пустуй ӗҫлетпӗр, — терӗ. Хӗл пулмасть унта, тет, чӑн-чӑн ҫӑтмах, икӗ хутчен инжир пухса кӗреҫҫӗ. Ҫавнашкалах тата юнашар патшалӑхӑн хулисенчен пӗри пирӗншӗн меллӗ вырӑнта ларать пулсан е унӑн ҫӗрӗн пӗр пайӗ пирӗн ҫӗр ҫине савӑлланса кӗрет пулсан, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫласа яма пулать. Вӑл хӑйшӗн вилсен те хаклӑ пулнӑ ҫынпа сывпуллашнӑ, Давыдов мӗн тума кирлӗ кунта? — Давайӑр-ха малтан каҫхи апат тӑвас, тухса каяс умӗн пӑртак выртса канӑпӑр, — терӗ Гленарван. Юрӗ-и?.. Лапчӑт шапасене! Юратмастӑп эп унашкал…» — тесе каласшӑн пек вӑл. Вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ларать. Санӑн вилнӗ аҫу ҫапла калатчӗ: «Ҫӑрттан суять пулсан, чӑн сӑмаха вара кам калать-ха?» — Юрать, анчах чи малтан эпӗ сиртен ҫакна ыйтса пӗлес тетӗп: Иокуль, Снеффельс тата Скартарис тени мӗн пулать вӑл, эпӗ ку сӑмахсене нихӑҫан та илтмен, — терӗм. Шыв ӗҫес шухӑш асӑмра та ҫуккинчен эпӗ малтан тӗлӗнсех кайрӑм, ку мӗншӗн капла пулчӗ-ха, тесе сӑлтавне шырама пуҫларӑм. Эпӗ ӑна тахҫантанпах пӗлетӗп. — Упа ҫурине вара… тытрӑр-и? — интересленсех ыйтрӗ Озеров. Пӗтӗм элек ҫӑмхи ҫакӑнта сӳтӗлет, элеклӗ сӑмах ҫуртран ҫурта ҫитсе ҫылӑхлӑ халӑха та вӑтантарать; кунта хӗр ҫураҫаҫҫӗ, юмӑҫ пӑхтараҫҫӗ, пулас туйсене пӑсаҫҫӗ. Ҫавӑнтах тата, хӑй кӑштах окопран вӑркӑнса тухманнине туйсан, ҫухӑрса ячӗ те ҫӗре пӳрнисемпе ярса тытрӗ: бомбӑсем суя окоп таврашӗнче ӳке-ӳке ҫурӑлчӗҫ, ҫӳлтен, ҫурӑмпа каска ҫине шӑпӑртатса, тӑпра тӑкӑнчӗ. Хамӑр хуторти начальство мана тухса калама питӗ ыйтрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн та аран-аран, вара ҫавӑнтах иклетсе илчӗ. — Пустуй! Ҫак шухӑшсем, паллах, манӑн пуҫӑмра нимӗн йӗркесӗрех ҫуралаҫҫӗ. Эпӗ сирӗнтен ҫакна ыйтатӑп: мӗн вӑл сирӗн культура? Вӑл поляксен пӗр хулинче гарнизон начальникӗ пулса ӗҫлет. Дик юлташӗсемпе Кванза юппин ҫыранӗпе пынӑ иккен. Ӗҫ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, кулкаласа тата эрех тыттарса. — Пирӗн ҫинчен нимӗн те пӗлменни питӗ лайӑх, унсӑрӑн эсир пирӗн пата урӑх сӑн-питпе — салхуллӑ кӗнӗ пулӑттӑр. Оленин вилӗ патне пырса ун ҫине пӑхма тӑнӑччӗ, анчах та вилнин тӑванӗ Оленин ҫине куҫхаршинчен ҫӳлерех лӑпкӑн та йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илчӗ те ҫиленсе хӑвӑрт тем каларӗ. Тӗкӗр-урайне чӑмланӑ хавра сурса тултарнӑ. Лашасем кӳлсе килчӗҫ. — Кам пулнӑ вӑл, кукаҫӑр? Сывлайми пулнӑ Андрей, чӗлпӗрне туртса, ывӑннипе аран-аран урисем ҫинче тӑракан урхамахне картишне ҫавӑтса кӗчӗ. Пурте Голоса тинкерсе ҫиллессӗн пӑхаҫҫӗ. Вӑраннӑ йӑлӑмра ялсем тӗлӗнче тӗтӗм тухни курӑнса кайрӗ, унта-кунта ҫынсем те палӑраҫҫӗ, урисене вӗсем иртсе пыма ҫул хывнӑ май, аран хускаткалаҫҫӗ. Мистер Янси сана киле ӑсатӗ. Вӑл Шубин пек мар, Шубин лӗпӗш пек капӑр, вӑл хӑйӗн тумӗпе мухтанать; лӗпӗш вара ҫавӑн пек тумасть. Эпӗ тимлӗн итлесе тӑратӑп. Хӑй пирки ҫапла шавлӑн калаҫнине вӑл пуҫласа илтет, унӑн чӗринче хӑйӗн вӑйне туйса илнӗ мӑнаҫлӑх ҫуралса ҫӗкленет. Халӗ кӑна нихҫанхи пек те мар кӑмӑла пӑсса асаплантарнӑ ҫак сасӑсем нивушлӗ ыттисене ҫапла хумхантарма пултараҫҫӗ-ши? Часах килте пурте шӑпланса ыйӑха кайнӑ. Эсӗ кампа калаҫатӑн? Беппо, ҫак хут татӑкне синьора Боллӑна леҫсе парӑр-ха… Вӑл Володьӑна чуптума тата ун ҫине хӗрес хывма темиҫе хут ҫӗнӗрен пуҫланине курсан, ӗнтӗ ман пата та килет пулӗ тесе, эпӗ малалла тӗршӗнтӗм; анчах анне ӑна татах та татах пиллерӗ, кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртарӗ. Чи малтанхи хут сывлӑша ҫӗкленнӗ чухне вӗҫев мӗн иккенне ӑнланса илнӗ вӑхӑт, пӗчӗк ача пек савӑннӑ вӑхӑт тахҫанах манӑҫа юлнӑ ӗнтӗ. — Вӑт, ку лайӑх вара, пытарса тӑмасӑр каларӑр. Унта пӗр ҫавӑн пек ҫын пур-ҫке! — Эп хӑҫан тарнине пӗлесшӗн пуль? Типографи хуҫисем заказ йышӑнма килӗшмен: вӗсем халӑх хушшинче хӑйсене хирӗҫле вӗрентӳ сарӑласран хӑранӑ. Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче те лайӑххи куҫӗсем ҫеҫ, куҫӗсем вара чӑнах та илемлӗ — пысӑк, хура; мӑнкӑмӑллӑхпа айванлӑха уҫӑмсӑррӑн та ыррӑн палӑртакан ҫав куҫсем ҫине пӑхмасӑр ниепле те чӑтаймастӑн. Хӑйӗн хуҫалӑхне пӑхса ҫаврӑнакан бастион начальникӗ ҫакӑ йӳле янӑ шинеллӗ, чип-чипер те ҫап-ҫамрӑк ача ҫине чылайчченех тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Уйрӑличчен темиҫе минутлӑха «Дункан» ҫинчи пассажирсем пурте кают-компанине пуҫтарӑнчӗҫ. Ҫакна кам тума пултарнӑ-ха? Нимӗн те ӑнланмастӑп… Эсӗ мӗн сӳпӗлтететӗн капла? Ун чухне вӗсен икӗ карап — «Тринидадпа» «Виктория» кӑна юлнӑ. Вара эпӗ… Нимех те мар. Камӑн ҫурчӗсем хулара чи лайӑххи? Макарихӑн тути чӗтренсе илсе, шуралса кайрӗ. Алӑк уҫӑлчӗ, эпӗ директор тесе алла тытнӑ хутсемпех вырӑнтан сиксе тӑтӑм; анчах ку унӑн хӗрӗ пулчӗ! — Ку гризер виҫесӗр витӗмлӗ ҫапать, — тенӗ Денни, аран сывласа хӑйӗн тренерне, массерсем пӗтӗм вӑйпа унӑн алли-урисене сӑтӑрнӑ вӑхӑтра. Вӗсем кӳпӗниччен ҫиме те ахӑрма ҫеҫ пӗлеҫҫӗ, стрепкене пулӑшма вара — ан та ыйт! Эпӗ вӗсене ҫапла сывататӑп: йӗлтӗрпе вӗсене ҫул шырама яратӑп, каҫ валли вара кӑшт хина паратӑп. Ун вырӑнне, ӑна улӑштарма, вӗр-ҫӗнӗ, питӗ чаплӑ, калама ҫук хӑватлӑ ӗненӳ килет, вӑл тӗнче вӗҫленсе ларичченех вилӗмсӗр пулӗ. Анчах Динго шӑпланчӗ. Карлӑк ҫинчен урисене илсе, вӑл Уэлдон миссис патне пычӗ те ун аллине ачашшӑн ҫулласа илчӗ. Чус витнӗ малти-кайриллӗ аслӑ пӳрчӗ вӑхӑт иртнӗ майӗпе, ҫил-ҫумӑр тавраш пырса ҫапнипе кӑшт кӑна тӗксӗмленнӗ. Ганс ҫак хӑрушӑ ӗҫе пӗтӗм кӑмӑлтанах хутшӑнма шутларӗ; вӑл ҫав тери лӑпкӑ, хӑрамасть, хӑрушлӑхсем ҫинчен питех те сахал шухӑшлать, ҫавӑнпа эпӗ хӑюлӑх тӗлӗшӗпе унран каярах тӑнӑран хамран хам вӑтантӑм. Вал, Ромашов куҫӗнченех тинкерсе пӑхса, ун патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ, пӗтӗм пичӗпе вара унӑн ҫавӑнтах лайӑххӑн курӑнма пуҫларӗ. Ытти вӑхӑта апат ҫисе, каҫхине канма чарӑнса ирттерчӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсем ывӑннине туйма пуҫларӗҫ пулсан та, пурин сывлӑхӗ те чиперехчӗ-ха. Мӗнпур поэзие, картинӑсене, скульптурӑна, юрату сӑввисенчен пуҫласа ҫара ӳтлӗ Венерӑпа Фрин таранах илӗр-ха — эсир хӗрарӑм киленмелли япала иккенне куратӑр; Тутӑ ӗнесемпе буйволсем урамсем тӑрӑх сапаланса каяҫҫӗ, чечеклӗ бешметсем тӑхӑннӑ казачкӑсем вара вӗсем хушшинче канӑҫсӑр чупкалаҫҫӗ. Унтан чей, хӑйма, ҫу илсе тухса лартрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Василий Иванович каҫ илемлӗхӗпе савӑнма пурне те сада илсе тухрӗ. — Мӗн кирлӗ мар, мӗн юрамасть? — чӑтаймарӗ юлашкинчен Воропаев. Манран иртме ҫеҫ хӑюлӑхӗ ҫиттӗр. Юлашки вӑтӑр ҫул хушшинче манӑн ҫул урлӑ тӑракансем, е рея ҫине ҫакланчӗҫ, е борт хыҫне ыткӑнчӗҫ, е пулӑсем валли апат пулчӗҫ. Ҫапла! Уэлдон миссиспа ун юлташӗсен йӑнӑшне ҫиеле кӑларасси — жирафсем Америкӑра пурӑнманнине кӑтартса панинче. Вӑл граждансен права пӗртанлӑхӗ ҫинчен пӗлтерет кӑна мар, вӑл ҫавна эксплуатациллӗ режима пӗтернӗ факта, граждансене кирек мӗнле эксплуатацирен те хӑтарнӑ факта саккунласа ҫирӗплетнипе пурнӑҫа кӗртет. — Халех. Акӑ мӗн. Унтан пӑхса илчӗ — чалӑшшӑн кӑна, питӗ хӑвӑрт, вара эпӗ хама выртма мӗншӗн кансӗр пулнине ҫинчех тавҫӑрса илтӗм. Вут йӑваш ҫути Огняновӑн пит-куҫне ҫутатрӗ. Ҫук, авланман иккен вӑл. Наташа! — кӑшкӑрчӗ вӑл: — Наташа, кил-ха кунта! — Чӑнах та, мӗншӗн вӑл пире нимӗн те кӑтартасшӑн мар? — Эпӗ ҫавӑн пек тӑватӑп та! — терӗ Игнат, турпаспа хӑйне уринчен ҫапкаласа тӑрса. Юлташла калаҫса ларса, пӗр сехет нимӗн сисӗнмесӗрех иртсе кайрӗ. Джоннирен тепӗр енче ӗҫлекен хӑрах ураллӑ ача ҫавӑнтах тӑракан пушӑ урапа патне хӑвӑрт кӑна сиксе пынӑ та туйи-мӗнӗпех урапа ҫине кӗрсе выртнӑ. Вӑл хӑйӗн хуҫине, тимӗрҫӗпе, урапапа килчӗ. — Пирӗн кӳршӗ, «яксен» полкӗн командирӗ, сире телефон патне чӗнет. — Чимӗр! — терӗ хохол, вӗсем ҫине пӑхмасӑр, пуҫне пӑркаласа, ҫаплах аллине вӗҫертме тӑрӑшса. — Астӑватӑн-и: эсӗ мана телейлӗ ҫул тата тӗрлӗрен ӑнӑҫу суннӑччӗ? — Мӗскер? — Калӑплӑ сӑмахсем каламарӗ вӑл, курӑр ак, вӗсем вӑрах вӑхӑта асра юлаҫҫӗ. «Эпӗ мӗн пӗлтермеллисене ҫакӑнпа пӗтеретӗп. Тархасшӑн калӑр-ха унта мӗнле каймалла? — тесе ыйтрӗ. — Сан кӗпӳсене чуптунӑ, — сада типме ҫакнисене. Акӑ мӗн таран ухмаха ернӗ вӑл! Хам мӗн илтнине пурне те астунӑ пулсан, мӗн пулнӑ пулӑттӑм-ши эпӗ? «Мӗнле майпа-ха вӑл, хӗрӗ мана юратнӑ пулин те, ҫав хӗре юратма пултарнӑ?» — шухӑшларӗ Оленин, вара ун пуҫне иккӗленӳ шухӑшӗсем пырса кӗчӗҫ. Талькава илсен, вӑл хӑйӗн тусӗсене страус евӗрлисенчен пӗрне, нанду текен кайӑка, мӗнле тытмаллине кӑтартрӗ. Юпитертан Ҫӗр пысӑкӑш пин те виҫҫӗр ҫаврашка касса кӑларма пулать. — «Тӑлӑпна та пулин хыв ӗнтӗ!» терӗ юлашкинчен Тарас: «куратӑн, мӗнле вӗри». — «Юрамасть», — кӑшкӑрать запорожец. — Обрейко, ӑҫта кайнӑ Колчо пичче? — ыйтрӗ Остен. Ун чухне Джек пурин ҫине те ҫӳлтен аялалла пӑхать, хӑйне пуринчен те пысӑк пек туйса, чунтанах хавасланать. Ҫак минут сирӗн пурнӑҫа тытса парать. Килӗшес шутпа эпӗ юлашки хут сирӗнпе калаҫатӑп. Пӗрин аллине кассах татнӑ пулнӑ, лешӗ пӗр тӑватӑ ҫухрӑм чарӑнмасӑр чупнӑ тет, ун виллине вара Куриков патӗнчи тӗмескесем хушшинче тупнӑ. Кӗске сӑнчӑр сасси янрарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Англи десантне те йӗркелесе ҫитереҫҫӗ. — Кам та пулин илтменех пулӗ ӗнтӗ, а эсӗ — халӑх. — Ку вӑл ниме тӑман япала, тусӑм. Эпӗ халех обкома шӑнкӑртаттаратӑп. Ҫыхса лартнӑ… — Ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ хамӑн стакана илсе килӗп, ятарлине, — тавӑрчӗ хорунжи крыльца ҫине тухрӗ. — Итле, Петр, аҫуна сана пула пит хытӑ хӗнерӗҫ терӗм сана эпӗ… — Ухмахсем! — терӗ Ерошка. — Ҫӗр вӑл шалта ҫунса тӑнӑран мар, унӑн тулашӗнчи ҫийӗ ҫуннӑран хӗрме пултарнӑ. Халь ӗнтӗ Левко асӑрхарӗ: унӑн ӳчӗ ыттисенни пек витӗрех ҫутӑ мар: ун ӑшӗнче темскер, хураскер курӑнать. Антилопӑсем, ытти курӑк ҫисе пурӑнакан чӗрчунсем кунта апат тупайман пулӗччӗҫ, вӗсемпе пӗрле ытти тискер кайӑксем те ҫухалчӗҫ. — Эсӗ ан кӳрен, Макар, — мирлешесшӗн пулса калаҫма пуҫларӗ Давыдов. Вилӗм — чаплӑ. Макар ун еннелле хӑяккӑн кӑна пӑхса илчӗ, анчах хӑй хулленрех калаҫма пуҫларӗ. Кунта кайри ретре ларакансенчен пӗри хулӑн сасӑпа хушса хучӗ: — Эсӗ, йӗркеллӗ мучи, хӑв ҫинчен, ватӑ пуҫупа кама ача ҫураттарни ҫинчен каласа пар. Выльӑхна ан пуснӑ пултӑр!» — темелле. Полентовский старик траншея ӑшне, паровозӑн хырӑмӗ айне кӗрсе кайнӑ та слесарьсене паровозӑн суранлӑ вырӑнӗсене кӑтартса тӑрать. «Доколе, боже, поносит враг?.. Тӗлӗнмеллерех икӗ уйӑх ишет: пӗри ҫӳлелле, тепри шырлӑхланса айккинелле. Анчах вӑл уншӑн айӑплӑ мар ҫӗртенех ӑна шуйттана вӑрҫнӑ пекех вӑрҫнине курас килмест вӗт-ха. — Мӗншӗн килӗшетӗр? — Голода порчӗ, — терӗ француз, ниҫта кайса кӗреймесӗр, — Географи летопиҫӗсенчи чи чаплӑ порт?! Нӳхреп патӗнче вӗсем ҫӗр патнех анчӗҫ те, вӑрт! вӗҫсе хӑпарса, пӳрт тӑррине ларчӗҫ. — «Анчах ҫапах та» текелесе ан тӑр, — пӳлчӗ ӑна Любочка, хӗрсе кайса, — эсӗ юратса пӑрахнӑ хӗр йӑх-ях тесе каламарӑм-ҫке эпӗ; атте ҫинчен, питӗ лайӑх хӗрарӑм ҫинчен епле калаҫма пултаратӑн-ха эсӗ? — Мӗншӗн тесен полковник мана персе вӗлермелле суд тӑваймасан, мана каторгӑна яраҫҫӗ, ку вара вилӗмпе пӗрех пулать. — Ун пек маттурсем нумай мар, ача… Тав сана, учитель! — мӗкӗрсе ячӗ Боримечка. Эпӗ ун пек пулӗ тесе шутламанччӗ… Манӑн, тӑванӑм, ӗмӗр тӑршшӗпех ӑйӑрсем тавра чупкаласа ҫӳремелле мар ӗнтӗ. — Лайӑх! Вӑл кулкаласа Паульсон кӗнекинчи сӑвӑсене каланӑ: Тӑман пӗлӗте хуплать,Ҫавраҫил пек пӑтратать. Юханшыв айлӑмӗнче пурӑнакан ҫынсен хӑш вӑхӑтра шыв тулса ҫитнине пӗлсе тӑмалла пулнӑ, ҫакӑ вӗсене ҫуракине хатӗрленме кӑна мар, шыв илесрен те сыхланма пулӑшнӑ. Вӗсем вара урӑх ҫӗрелле вӑхӑтра куҫа-куҫа кайнӑ, пур пек япалисене хӑтарса хӑварма пултарнӑ. Том негр еннелле пуҫне пӑрчӗ те лешӗн тӗлӗннипе куҫӗсем чарӑлса кайрӗҫ — сассине хытарса ҫапла каларӗ: — Мӗн амакӗ пулнӑ сана? Ту хысакне хӑпариччен малтан вӑл йӑлӑмран тухмалли ҫулсене пӳле-пӳле тухнӑ, пӑлхавҫӑсем тавра тимӗр кӑшӑл ҫавӑрнӑ, тӗрӗссипе каласан, пӑлхавҫӑ тавра темелле, арманта Огнянов пӗр-пӗччен, тесе шутланӑ Тосун-бей. Ах, мӗнле шел, мӗнле кичем пулса кайнӑ. Аслӑ Канаш ӑна чаплӑ ҫурт, уй, вунӑ хашине вӗҫев кимми парнелет. Карап ҫинче йывӑрӑшӗшӗн хуракан хӑйӑр ҫеҫ — вӑл халӗ сулахай хӗррине юхса аннӑ — хӑй йывӑрӑшӗпе карапа айкинелле тайӑлтарса тӑрать. Хаклӑ тавар тупас шанчӑк пӗтрӗ. Кӗтмен ҫӗртенех ӑна тахӑшӗ ыталаса илчӗ. Пурнӑҫӑм чӑннипе епле пулнине ун чух курманнинчен эпӗ халь тӗлӗнетӗп. Скайльс ирӗксӗрех юн тымарне тӗрӗслерӗ, — йӗркеллӗ. Кам пӗлет, тен вӑл, виҫҫӗмӗш документпа паллашса ҫитсен паллӑ пулӗ. — Ну, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлех чавма пултараймастпӑр эпир, Сайлас тете патне лерен, Ҫӗнӗ Орлеан таврашӗнчен, ҫырса ярӗҫ те, вӑл вара Джим пачах унти ҫын мар иккенне пӗлӗ. Ҫынна уйрӑмӑн илсе пӑхас пулать. — Пысӑк укҫапа мар, ҫапах аван мар. Церерӑпа унӑн «юлташӗсем», Хӗвел системинчи ҫакӑн пек ытти пӗчӗк астероидсемпе танлаштарсан, чӑн-чӑн гигантсем шутланаҫҫӗ. Анчах эсир сӗннӗ ӗҫ пирки манӑн шухӑшласа пӑхас пулать-ха. Эпӗ укҫине кӗтме те пултаратӑп. Ун чух вара Хӗвел системинчи планетӑсем ҫине те вӗҫме пуҫлӗҫ. Вӑл сан патӑнта вӗренет-ҫке! Сан ҫинчен вӑл мана темиҫе хутчен те каласа панӑччӗ. Ҫыхӑсене силленӗ те, вӗсенчен касса татнӑ ҫын урисем — сакӑр ура тухса ӳкнӗ. Унтан типнӗ ҫапӑ-ҫатрака ҫинчи ҫерҫисене хускатса, картишпе тӑкӑрлӑкра ҫынсем кӗр те кӗр кулни янӑраса тӑчӗ. Ҫӑрттан мучи палӑрмаллах нӳрӗкленчӗ, сакки ҫинче сиккелесе илчӗ, йӑл кулчӗ: — Манӑн юратнӑ Антипушкӑм! Ӑна тупма мана хамӑн ватӑ пӗлӗшӗм Блендли пулӑшрӗ. Вӑл ҫав тери тӗлӗнмелле пултаракан ҫын пулчӗ. — Иккӗшӗнпе пачах та курман пекех пулатӑп, — тенӗ Ольга. Ӗнер, ҫӗрле, полк вырнаҫнӑ пунктран инҫех те мар, пӗр пысӑк склад, артиллери склачӗ сывлӑшалла вӑркӑннӑ. Ҫав ухмахла шухӑш майлӑ санӑн тӑван пиччу тӑрать. — Шӳтлӗ мар ӗҫре, Гаврило Петрович, калаҫасса та шухӑшласа калаҫмалла, — терӗ ҫамрӑк хӗрарӑм вӗрентсе каланӑ пекрех сасӑпа, вара каллех хӑйӗн ӗҫне пикенчӗ. Пирӗн ҫар сахалланнӑ. Хӑйсен ҫимеллисем пулман, сайра-хутра, хӑйсем иртсе пынӑ чух, вӑрманти чухӑн, пушӑ ялсенче мӗн тупма пултарнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ ҫырлахма тӳр килнӗ — кая юлса ӳсекен кӑмпасене тата кӗтмел ҫикеленӗ. Ун чух май уйӑхӗччӗ, каҫӗ нӳрлӗччӗ, урамри тусан ура ҫумне сиввӗн ҫыпӑҫса, пӳрнесем хушшине тулса пырать. Мӗн пек пӑхса киленӗ вӑл ман ҫине! Хӗпӗртенипе хӑйне хӑй манса кайӗ. Чуптусах вӗлерет ӗнтӗ вӑл мана». «Тӗлӗнмелле хӗр! — шӑппӑн сӑмах хушрӗ питӗ хуллен кӗрсе тӑнӑ тимӗрҫӗ. — Мухтанас йӑли те ҫукрах унӑн! Сехечӗпе тӗкӗр витӗр пӑхса тӑрать, пӑхса тӑранаймасть, ҫинчен тата хӑй тӗллӗн калаҫса хӑйне хӑй мухтать!» — Юрать, Павел, ан пӑлхан. Урамра перекенсем тӗрӗксен ялав ҫӗклекеннине тата тепӗр ҫынна персе ӳкерчӗҫ. Ачасен амӑшӗ чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса кӗпер карлӑкне тытнӑ та:— Хӑтарӑр! Хӑтарӑр! — тесе кӑшкӑрать. Амӑшӗ ӑна кансӗрлемен, ун вырӑнне вара ашшӗ хӑй хӗрне, хӑй калашле, унӑн йӗрӗнмелле ачашлӑхӗшӗн ҫав тери курайман, килте йытӑсемпе кушаксем нумаййипе ура ярса пусма ҫук, тесе ӗнентернӗ. — Мӗн вара… эпӗ те унтаччӗ-им? Гаррис ҫухалнине асӑрхарӗ-ши вӑл? Юлашкинчен Ермолай тавӑрӑнчӗ те эпир калама ҫук хӗпӗртерӗмӗр. Пуринчен ытла Марья Николаевна хытӑ пулнине, мухтаннине тата суя сӑмаха юратман… Ӳрек-сӳрӗк вӑл, йӑлтах шурса кайнӑ. Тая, ӑна пулӑшма май ҫуккине кура, тем тӗрлӗ пӑшӑрханса ҫунать, анчах хӑй хуйхӑрнине кӑтартмасть. — О, эпӗ сирӗнпе тавлашса тӑрасшӑн мар. Вӑл пире ҫав самантрах каскӑч илсе килтерсе ури ҫинчи сӑнчӑрне хывтарасшӑнччӗ, вара пӗр самант та тытӑнса тӑмасӑр тухса тарасшӑнччӗ, пире хӑйпе пӗрле тарма сӗнчӗ вӑл. Епле капла? Алексей тинех хӑй хытӑ выҫӑхнине туйса илчӗ те аран ҫеҫ банкӑран хӑпрӗ, анчах та мӗн те пулин хыпса ҫӑтас килнӗрен юр ҫиме пуҫларӗ. Ӑҫта вӑл? Лекцисем ҫырса хатӗрлетӗп те предметсене малтан вӗренсе пыратӑп, ҫапла майпа пӗрремӗш курсра малти вырӑна йышӑнатӑп, диссертаци ҫыратӑп; иккӗмӗш курсра пурне те малтан пӗлсе тӑратӑп, вара мана тӳрех виҫҫӗмӗш курса куҫарма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа курса вунсакӑр ҫулта икӗ ылтӑн медальпе пӗрремӗш кандидат пулса вӗренсе пӗтеретӗп, унтан магистр, доктор пулма экзамен тытатӑп та, Российӑри чи чаплӑ ученӑй пулса тӑратӑп… Тем тӗрлӗ тутлӑ пулнӑ малтан курнӑҫнӑ чухне ӳкнӗ куҫҫулӗсем! Пӗр пек маррине вӗсене иккӗшне танлаштарса пӑхсан та лайӑхрах пӗлме пулать, Иван Ивановичӑн ҫыпӑҫуллӑ калаҫас енӗпе ытарайми мелӗ пур. Пырӑр-ха вӗренӗр», — ҫаксем пурте кунти ҫынсен хушшинче мана пӗртте именми турӗҫ. Эсир вӑл ҫырнине курнӑ, манӑнне мар. Ганс пит пысӑк хӗнпе факел ҫутрӗ, эпир ҫӳлелле хӑпарнӑ пулин те, ҫапах факел ҫулӑмӗ тӳрех ҫӳлелле хӑпарса йӗри-тавра ҫителӗклех ҫутатрӗ. Чӑн та, ҫапла шутлама пулать: правительство ӑна ҫамрӑк ҫынсем ытлашши ан айкашчӑр тесе вӗрентес тӗллевпе лартать пулӗ, теме пулать. Йӗри-тавра — ҫул хӗррисенче те, ҫывӑхри тӗмӗсем ӑшӗнче те, канавсенче те — нимӗҫ салтакӗсен виллисем йӑванса выртаҫҫӗ. — Лӑплан, аннеҫӗм! — чарчӗ ӑна Павел. Эпӗ каллех ҫавӑн ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм, анчах вӑл пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Анчах та подполковник вӑл каласа пӗтерессе кӗтсе тӑмасӑрах, фельдфебель еннелле ҫаврӑнса ыйтрӗ: — Прапорщике ӑҫта вырнаҫтарас-ха пирӗн? Анчах лешсем, тарӑхуне пытарса усраса, йӗркесӗрлӗхе ҫӗнетсе яма майлӑ сӑлтав ҫеҫ кӗтсе пурӑннӑ. Халӗ калава малалла каласа парам. Кӑлӑхах тӗрмӗшнӗ хыҫҫӑн, вӑл хӑй хускалма пултарайманнине ӑнланса илет, тутисене юн тухичченех ҫыртать. Вут патӗнче ача-пӑча сасси илтӗнчӗ, ик-виҫ ачи васкаса ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Ялавӗсем те хӑйсемпе пӗрлех. Воропаев аллине сулчӗ. Пӗтӗмпех хытса ларнӑ. Кайран Ковалев сӑмси Невски проспектра мар, тахҫантанпах, Хозрев-Мирза пурӑннӑ вӑхӑтранпах, Таврически садра уҫӑлса ҫӳрет тенӗ сӑмах сарӑлчӗ. Яков Лукич ҫӗрле вӑрӑ пек килсе кӗрекенсене кашнинех, пӑлтӑрта шӑрпӑк ҫутса, хӑвӑрт тинкерсе пӑхнӑ, анчах паллакан ҫынна пӗрре те тӗл пулман; пурте ют, ахӑртнех инҫетрен килекенсем пулнӑ ахӑр. Хулӑн, янравлӑ, шӑпах станицӑри ватӑ тиаккӑн е пирӗн колхозри Чечек текен ӑйӑр сасси пек. Чӑнах та ӗнтӗ, алӑк ванман: ӑна лаппӑшӗпех туптанӑ тимӗрпе тыттарнӑ тата виҫӗ дюйм хулӑнӑш икӗ сӑлӑппа ҫирӗплетнӗ. Ҫак хӑйне хӑй шанни, ҫак пӗр иккӗленӳсӗр мухтанчӑклӑх Фомана тӑвӑлтарса янӑ. Комбат Гусевпа унӑн комиссарӗ юланутпа пыраҫҫӗ. Ку сӑмахсене Марат каларӗ. — Унта лоцман будкипе каютӑсемсӗр пуҫне хуралламалли нимӗн те ҫук; ҫав лоцман будкипе каютӑсемшӗнех ҫакнашкал хӑрушӑ каҫ кам вилӗмрен хӑрамасӑр кӗме хӑйтӑр кӗҫ-вӗҫ саланса кайса путма пултаракан пӑрахут ҫине? Калаҫу ҫакӑнпа чарӑнчӗ. Эпӗ суймастӑп. Кирила Петрович урса кайнӑ, князь ӑна ашшӗ ҫыру ҫинчен пӗлнине хӗре хӑйне систересрен аран-аран ӳкӗте кӗртсе чарнӑ. Ҫыннисем ырӑ мар сирӗн: хӗрӗсем темскерле ӑмсанса пӑхаҫҫӗ, йӗкӗчӗсем тата… Василий Иванович самантрах кӑвакарса кайрӗ те, пӗр сӑмах каламасӑр, кабинета сирпӗнчӗ, ҫавӑнтах тамӑк чулӗ илсе тухрӗ. Хӗвел ҫак икӗ юхӑма пӗрлештерет те, сывлӑш, вӗреме кӗрекен шыв пекех, юрлама тытӑнать. — Cest le mauvais côté de la médaille… Лятьевский хул пуҫҫине сиктерсе илчӗ. Уҫланкӑ хӗрринче, хӗвелтухӑҫ енче сӑрт пекки пур; ун тӳпинче, турачӗсене саркаласа, катрашка хырсем кӗпӗрленсе лараҫҫӗ. Пире курсан, савӑннипе чӗтреве ерчӗ, пире хулсенчен чуптурӗ, хӑйӗн кӗҫҫине хыпаланса пуҫтарчӗ те тумланма тытӑнчӗ. Валька ӑна виҫӗ хутчен хӑй экспериментальнӑй биологи енӗпе ӗҫлекен лаборатори сотрудникӗ, эпир «ун патне» иккенне каласа хӑварчӗ. Ҫар пурнӑҫӗнчи вӑрттӑнлӑх-им ку? Акӑ ҫав вӑрӑм ҫӗрсенче эпӗ хайхи кӗнекесем ҫинчен тата мана студентсем мӗн калани ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм. Тайгаран — Британи тинӗсӗсем таранХӗрлӗ Ҫар никамран вӑйли! — юрлаҫҫӗ комсомолецсем. Маттур, Талькав, маттур! — терӗ ҫавӑнтах Гленарван, вутлӑ карта урлӑ сиксе каҫма хӑтланакан икӗ пысӑк кашкӑра индеец прикладпа ҫапса вӗлернине курсан. — Сирӗн шутпа, Гарви мӗншӗн вӑхӑтра килеймен? Николай Петрович темӗскер каласшӑн пулчӗ, тӑрса аллисемпе ыталаса илме хатӗрленесшӗн пулчӗ, анчах Аркадий унӑн мӑйӗ ҫине уртӑнма та ӗлкӗрчӗ. Икӗ ҫул ӗнтӗ вӑл унӑн крыльци ҫине хӑпарса курман. Вӑл арӑмне кӑшт ҫеҫ хӑтӑрса пӑрахман. — Куратӑп! — Тӗлӗнмелле-и? Ара, королевствори чи пӗтнӗ ыйткалакан та ун пек вилӗмпе вилмест-ҫке-ха? — Эсӗ унӑн йӑвине туп та йӗри-тавра ҫатан тытса тух, ӑна кӗме ҫул ан пултӑр. — Ҫак шӳтлӗ калаҫушӑнах мӗн факчӗсем кирлӗ унта? — шанчӑксӑррӑн кулса ыйтрӗ кӑштах сӑпайланса ҫитнӗ Устин. Кӑнтӑр ҫути сӳнни уншӑн сисӗнмен, каҫа та вӑл канӑҫсӑр ирттернӗ, ыйӑхӗ те килмен. Кайра мана ҫын вӗлерекенсем сыхласа тӑраҫҫӗ. Малта — ҫак халиччен курман чӗрчун. Унӑн хӑйӗн ӗнтӗ урисемпе пурнӑҫ ҫӳлӗ ҫине пусма вӑхӑт ҫитнӗ, тесе шутламастӑр-и эсир… качча кайма вӑхӑт, тесе каласшӑн эпӗ. — Нимех те мар, — терӗ Джемма. Эпӗ ун ҫинчен илтменччӗ-ха. — Тӗрӗсех ҫырать вӑл. Пурнӑҫ мар ку, мыскара!.. — Эпӗ уншӑн музыка калама ҫав тери юрататтӑмччӗ. — Мӗн ҫинчен кӑмӑлӑр пур. Анчах мана мӗн тӑвӗҫ-ши? Вӗсен укҫисем ҫук — пулӑ тытнипе кӑна пурӑнаҫҫӗ, вӗсем, — хӑйсен юлашки пурлӑхӗсене кӑмӑллӑнах панӑ та халь выҫӑ пурӑнаҫҫӗ. Костя утне хӑваларӗ. Ӑна вӑл комбат лашин хӑлхипе тӗлме-тӗл танлаштарчӗ. — Ку питӗ вырӑнлӑ. — «Сирӗн магазинсем чӑнах та йӗркеллӗ-и?» тесе ыйтрӑм эпӗ вӗсенчен. — Киле. Джонни пурнӑҫӗнче савӑнмалли нимех те пулман. Ҫапла тусан тин эпӗ вӗсен музыкине итлесе кӑшт киленме пултараттӑм. Пирӗн пароход ҫинчи ҫынсем — ӑрасна йышшискерсем, вӗсем пурте — ваттисемпе ҫамрӑккисем те, арҫынсемпе хӗрарӑмсем те — мана пӗр пекех туйӑнаҫҫӗ. Айван ыйӑхран вӑл ниепле те хӑтӑлаймасть. Ҫӗрӗпех ӑна кукӑр сӑмсаллӑ шуйттан канӑҫ памарӗ, халь те акӑ вӑл ӑна карланкӑран чӑрмалать. Яп-яка туранӑ ҫӳҫӗсене икӗ аллипе шӑлса илсе, командир темле янравсӑр сасӑпа:— Халь ӗнтӗ кӗтмелли ҫук, — терӗ. — Пулчӗ. Иван Павлыч ӑҫта? — Эсир ӳсӗр, — терӗ вӑл. Ҫаксем ҫинчен манӑн ӑна тӗрлӗ примерсемпе танлаштарусем урлӑ ӑнлантарса пама тиврӗ, мӗншӗн тесен гуигнгнмсен чӗлхинче власть, правительство, вӑрҫӑ, закон, наказани парас тата ҫакнашкал ытти пиншер сӑмахсемпе вӗсен пӗлтерӗшӗсене кӑтартса паракан пуплевсемпе ӑнланусем ҫук. Яр эсӗ ӑна, сана уншӑн укҫа парӗҫ; ыттисене хӑратма примершӑн кирлӗ пулсан — ун вырӑнне мана, старике, ҫак! — тет. Марсиансем сыпкӑмларӗҫ те калаҫсах кайрӗҫ. — Сӑнаса пӑхас-и вара? Валечкӑна вӑл вӗрентнӗ. — Шыв парӑр! Унран пысӑкраххи урӑх ҫук та-и вара? — айванларах ҫыпҫӑнчӗ вӑл ман ҫумма. — Ҫавӑ ҫав! — ассӑн сывласа янӑ хӗр. Кашни каҫ Дингӑна кӗтетӗп. — Ҫапла вара, шухӑшлӑр та мана е священнике калӑр. Технорукӑн сасси тӗлӗннӗн тухнине Корчагин часах туйса илчӗ. Тӑват уран тӑракан Макар ним чӗнмесӗр пуҫӗ ҫинчен пиншакне пӗркенме пуҫларӗ. Калаҫса татӑлтӑмӑр-и? Ҫавӑнтан комета пуҫӗ пулать. Унӑн кунӗ ҫапла пуҫланнӑ: ирхине, чей ӗҫнӗ хушӑра, вӑл вырӑнти хаҫатсене пӑхса тухнӑ, вӗсенчен фельетонлӑх материал аснӑ, фельетонне вӑл ҫавӑнтах, сӗтел кӗтессинчех ҫырнӑ. Лешсем ӑна хирӗҫ темӗн мӑкӑртатса илчӗҫ те малаллах чаврӗҫ. Пурӑнӑҫри ӗҫсем пире пӗр вӑхӑтра ҫывхартрӗҫ, ҫавӑн ҫинчен эпӗ халӗ хамӑн савнӑ вулкансемпе калаҫасшӑн. — Эпир вӗсене вӗҫӗ-хӗррисӗр юратса хисеп тӑватпӑр, ҫакнашкал нуша килес пулсан, вӗсемшӗн хамӑр пурӑнӑҫӑма та шеллемӗпӗр. — Ҫынсем валли чул ҫуртсем тӑватӑп, хам тупӑк валли йывӑҫ ҫурт тӑватӑп… — тетчӗ вӑл ӗҫ ҫинчен. Рота командирӗсем хӑйсен ротисене икшер те виҫшер сехет хушши плацра ытлашши тыта-тыта хӑшкӑлтаратчӗҫ. Тата вӑл ҫакӑнтах — пӗр старик пӑрахут ҫинче ӑрӑскал пирки мӗн каланине аса илнӗ, ҫавӑн пекех, пурнӑҫ ҫинчен тунӑ тӗрлӗрен асӑрхавсем, ӳпкелешӳсем, йӳҫӗ сӑмахсем, тахҫан такамран илтнӗскерсем, унӑн асне килнӗ. — Мускавра ӗҫсем — вут пек ҫунаҫҫӗ! — терӗ вӑл малалла, ура ҫине тӑнӑ май хӗрарӑма ыталаса. Эпӗ пуҫпа ӗҫлессинчен ытла чышкӑсемпе ӗҫленӗ вӑхӑтсем тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Шуранка арҫын ача, ҫаврака та шакла пуҫлӑскер, ман ҫине салхун пӑхса тӑрать. Вӑл — ҫав тери пӗчӗкҫӗ, эпӗ хам шухӑшланинчен те пӗчӗкҫӗ. Тен, эсӗ ун чухне хӑвӑнта упранакан пулас Репина пӗтереттӗн. Паганель тӗрӗс калаҫать. Ҫак карточкӑна курнӑ пулсан капитан та хӗпӗртенӗ пулӗччӗ. Вӑл хӑйӗн сӑмахӗсем арҫынсене хӑш вырӑнта пырса тивнӗ — ҫав тӗлтех чарса хытарса тӑратнине итлесе ларакансем хӑйне питӗнчен тӳррӗн, шухӑшлӑн пӑхнине курчӗ, юнашар ларакан хӗрарӑм хашт та хашт сывланине илтрӗ, ҫакӑ вара вӑл хӑй ҫынсене мӗн каланине, вӗсене шантарнине ӗненес вӑя татах ӳстерчӗ… Питӗ ырӑ та романтикӑллӑ япала пулин те, пӗтӗмпех суя, чӑнни ҫук кунта. Эпӗ вӗсем патне ҫиленсе те ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑнӑ кӑмӑлпа пытӑм, чӗресе йывӑрччӗ, — мӗншӗн мана вӑрӑ тесе шутларӗҫ-ши? — Юрӗ, — тенӗ те лешӗ савӑклӑ сасӑпа, часрах ҫенӗкелле чупса кайнӑ. — Нимпе те ҫирӗплетсе памасан, ман мӑшӑр сире ӗненмӗ. Эсир пӗр сӑмах каланине шухӑшласа тӑмасӑрах Казондене тухса килме вӑл ҫав териех ӑссӑр пулмӗ. — Мӗн вара, чӗлхӳпе сӑрта ҫулласа тикӗслӗп, терӗн-им? Ун ҫинчен калаҫнине итлеме пурте савӑк пулчӗҫ, апатланнӑ хыҫҫӑн канса илмешкӗн те майлӑ пек пулчӗ. Эпӗ пӗчӗк юханшыв хӗррине лартӑм та сасартӑк шывран пӗчӗк тискер чӗрчун тухрӗ пек. Фелим мексиканкӑна пуҫласа курнӑ, лешӗ те ӑна пӗлмен. — Ан шавла, салтак, шӑпрах ут! — ҫилленсе пӑшӑлтатрӗ вӑл Оленина. Паллах тӗрессине калатӑп, пӗтӗмпех тӗрӗс! Ман атте яланах капӑр, хӑйне евӗрлӗ те ытлашши шукӑлленмесӗр тумланса ҫӳретчӗ; анчах нихҫан та унӑн кӗлетки хальхинчен йӑрӑсрах курӑнманччӗ мана, кӑвак шлепки нихҫан та унӑн кӑшт сайрала пуҫланӑ кӑтрисем ҫинче хальхинчен чипертерех ларманччӗ. — Варвара мана юратать, эпӗ те ӑна юрататӑп. Фронтовиксен штурмовой ушкӑнсем организацилесе ертсе пымалла. Павел хӑйне, ҫирӗп алӑсем ыталаса илсе, хӗр хӑй патне туртнине асӑрхама та ӗлкӗреймерӗ. Мӗскӗн кӗсре тӳссе тӑраймарӗ, ман Чечек патнелле кутӑн ҫаврӑнчӗ те, ӑна икӗ кайри урипе те аяк пӗрчинчен шартлаттарчӗ, хытӑ лекнипе лешин варӗнче темскер кӑртлатса илчӗ. Ӑна пӗлекен ҫынсем е унпа укҫа пирки ҫыхӑннӑ ҫынсем, укҫа уйӑрнӑ вӑхӑтра вӑл чӗмсӗрленни, выҫлӑхланни ҫинчен каланӑ. Пӗр взводах мар ӗнтӗ унта? Мотоцикл ҫул тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Пире ним те тумастчӗҫ, ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн кӑларатчӗҫ те яратчӗҫ. — Пӗлетӗп, майор, эпӗ пӗлетӗп ӑна. Ракетӑн хӑвӑртлӑхӗ пуйӑсран 400 хут пысӑк, апла пулсан, вӑхӑт та 400 хут сахалтарах кирлӗ. Мамӑк пек ҫемҫе шурӑ чӑмӑрккасем тухса ларнӑ пӗчӗк хӗрлӗ туратсем ҫав тери кӑмӑла каймалла чӗрӗ сӑнлӑ пулнӑ, вӗсем ҫине пӑхнӑ май хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ҫуркунне хӑех пырса кӗнӗ пек туйӑннӑ. Хама пӑхма хушнӑ король ҫывӑхӗнчи ҫынсен тумтирӗсем тӑрӑх шутласан, ҫакнашкал йӑнӑшсем кунта час-часах тӗл пулаҫҫӗ. Вӑхӑта ун пек сехетсемпе шыва е хӑйӑра ҫӳлти савӑтран аялти савӑта юхтарса виҫнӗ. Эпӗ йӑмӑка мӗн пулнине ӑнланаймарӑм: вӑл куҫӗнчен куҫҫуль персе тухмаллах вӑтанса кайрӗ, унӑн вӑтанӑвӗ мӗн май пур таран ӳссе, хӑй ҫине тата, ахӑртнех, ӑна тӑрӑхлакан Катя ҫине тарӑхни пулса тӑчӗ. Пултараймарӑм… — Балӗ хӑҫан вара? Спасибо. — Ак, пуҫтарӑнатӑп та, вара каймалла та пулать, — тавӑрчӗ Лукашка, тар хутаҫҫине ҫыхса. Уксахлатӑн-им? — терӗ вӑл. Пӳлӗме тӗтӗм тулнӑ. Карчӑк анасласа ассӑн сывла-сывла янисем, ҫывӑракан хӗрарӑм пӗр кӗвӗллӗн сывлани, пӳртри тӗксӗмлӗх тата тулти ҫумӑр шавӗ — ҫаксем пурте ҫынна сӳрӗклентереҫҫӗ, ыйхӑлантараҫҫӗ. Вӑл ӑна ку ӗҫ мӗнле пулмалли ҫинчен ӑнлантарса пачӗ, унтан ӑна питӗнчен пӑхса илчӗ те:— Ну, ӑнӑҫу сунатӑп! — терӗ. Паляныця магазинӑн хупӑ алӑкӗ патне пырса, пӗтӗм вӑйӗпе урипе тапрӗ, анчах ҫирӗп юман алӑк кисренмерӗ те. Кирек мӗнле пулсан та, вӗсем ҫапах та темӗскер лӑпӑртаткаласа каларӗҫ, кашнинех вара уншӑн пӗчӗк кӑвак билет парнелерӗҫ, библири икӗ ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмӗшӗн кӑвак билет параҫҫӗ. Хӑрушӑ кун ҫывхарсах килнине, унтан хӑтӑлма ҫуккине туйса, Алексей урасӑр пурӑнма та кирлӗ мар, тесе шутларӗ. Ухмахсем те кахалсем калаҫҫӗ, а санӑн, йытӑ ҫури, ӑна итлемелле мар! Эпӗ сӑмах чӗнмерӗм; хӗр вӑрттӑн та чеен йӑлкӑшса кулчӗ, юлашкинчен: «Ну, мӗн-ха?» — тесе пӑшӑлтатрӗ; эпӗ хӗрелтӗм кӑна, култӑм, пуҫӑма пӑртӑм, аран сывлӑш ҫавӑртӑм. — Эс — ӑнлан! Мӗншӗн капла пулнине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та ҫак каҫ понтоннӑй кӗпере никам та хуралламарӗ. — Пӑхсамӑр, тата чӗрнисене тасатать! — хумханатчӗ хуҫа арӑмӗ. Хӑй пырать, аван ҫын… «Ах турӑ, мӗншӗн чӗнтӗм-ши ӑна? Мӗскӗне тертлентеретӗп-ҫке», — шухӑшларӗ вӑтаннӑ хӗр. Хӑй ҫавӑнтах суккӑр патнелле чупса анчӗ, ӑна чарса тӑчӗ те ҫакӑн пек каларӗ: — Колчо бай, эп сана ахальтен кӑна чӗнтӗм… Пар-ха мана аллуна! Вӑл чун хавалӗпе тав туса ун аллине чӑмӑртарӗ. Чӗтрекен аллипе вӑл карандашпа кивелсе, якалса кайнӑ блокнот тытнӑ. — Ку ҫителӗклӗ, капитан! — тесе хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ Тӑсланкӑ Джон. Юлашкинчен, эпир выляса халтан кайрӑмӑр. — Ҫавна анчах-и? Пӑван чӳрече еннелле темӗн ҫине тинкерсе пӑхать. Ҫӗр ҫинче халиччен пурӑннӑ мӗнпур хӗрарӑмран ӑслӑрах та хитререх пулнӑ, теҫҫӗ ӑна. — Эпӗ, паллах, курман, анчах та эпӗ ӑнлантӑм! Тепӗр эрнерен пӗтӗм ҫыран хӗррине, Гранвильтен пуҫласа Сен-Мало таранах, пушар хыпса илӗ». Раскулачить тӑвасса ӑна Нагульнов хистенипе, 1928 ҫулта тарҫӑ тытса усранӑ тесе раскулачить тунӑ. Паян кашниех пӗр-пӗр хисеп шухӑшласа хураять, тӗрӗс шухӑшласа тупакана ӗҫрен яланлӑхах хӑтараҫҫӗ. Унтан вӑл манран: кородь ҫуртӗнче пурӑнма хӑварсан, кӑмӑллӑ пулӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Илтетӗн-и? Шишкинӑн чипер пичӗ сивӗ сӑнлӑ пулса тӑрать; чӗрнисем ҫумне известь ҫыпӑҫса хытса ларнӑ пӳрнисемпе хӑй сухалне тыткаласа, вӑл вӑрттӑнла япала пӗлтернӗ пек калать: — Турӑ кашни ӳт ӑшнех вырнаҫса тӑрать; намӑса пӗлессине тата варринчи тӗшшине пӗтӗмпех турӑ панӑ! — Пирвайхи юра эпӗ яланах пӑхса савӑнатӑп. — Ах, пурӗпӗрех мар-и-мӗн, тусӑм! — хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ те каллех пӳлӗм тӑрӑх турткалашуллӑн чупкалама пуҫларӗ Назанский. Ӑнсӑртран юлашки компаса та юрӑхсӑра кӑларас мар тесе, Дик Сэнд мӗн кирлине пурне те турӗ. Урам вӗҫӗнчи пӗр пӳртре ҫеҫ халиччен те-ха ҫутӑ пур. Ара мӗнле пултӑр-ха тата ҫавӑн пек ватӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, икӗ сӑмсаллӑ арҫын Валькӑна Валентин Николаевич, тет те унпа чӑн-чӑн старший ученӑй специалистпа калаҫнӑ пекех кӑмӑллӑн калаҫать. Юнашарта, ҫакӑн пек тӑваткӗтеслӗхрех, ҫурма ротӑн тепӗр унтер-офицерӗ — Шаповаленко ҫавнашкалах каллӗ-маллӗ ҫӳрет. — Ыран, кӑнтӑрлахи отлив вӑхӑтӗнче. Эпӗ вӗсене ӑнланатӑп… Утрав ҫине манпа пӗрле килнӗ икӗ джентльменӑн ӗҫӗсем пулнӑ пирки виҫӗ кунлӑха киле каймалла пулчӗ. Ҫак вӑхӑтра эпӗ хамӑр ҫӗршывра, Европӑри ытти ҫӗршывсенче юлашки икӗ-виҫӗ ҫӗр ҫул хушшинче чапа тухса вилнӗ хӑш-пӗр ҫынсене курса ирттертӗм. Паллӑ йӑхран тухнӑ ҫынсене хам яланах хисепленӗ пирки, утрав пуҫлӑхӗнчен эпӗ пӗр-икӗ дюжина яхӑн корольсене хӑйсен йӑхӗнчи пӗтӗм ҫынсемпе пӗрле чӗнсе килме ыйтрӑм. Умрихин таврӑнчӗ. Манӑн ура ҫине тӑма вӑйӑм та, кӑмӑлӑм та ҫук; проводник пекех эпӗ те асаплан тӗлӗрсе кайрӑм, ҫывӑрнӑ чухне те ту ӑшӗнче темӗскер кӗрлесе чӗтресе тӑнӑ пекех туйӑнать. Чӑлха чик тата, асту! — терӗ Алевтина Васильевна. Пулат ҫинче ӳсӗр Гоголев тапранкаласа, хӑрӑлтатса выртатчӗ: — Хам хӑтланас тесессӗн — пурте тӗрмере пулаҫҫӗ! — Ҫук. Ҫав ҫӗрле тумалли ӗҫе пурнӑҫа кӗртме унӑн вӑта ҫӗрти палуби ҫине пысӑк калибрлӑ вӑтӑр каронада вырнаҫтарнӑ. Халь ӗнтӗ чӑтма ҫук кичем… — Шухӑшла, — Макариха хӗрӗ умне пӗр нимӗҫ пӑрҫи хурса пачӗ. — Тылра ҫӑлӑнӑҫ ҫук, кунта вара пушшех! Ан тив, постановлени йышӑнаканнисем хӑйсем килсе ӗҫлетчӗр. Вӑл кунта ан пултӑр тесе… Ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулни хӑйне лӑплантарас вырӑнне ун ӑшне вӑркӑтнӑ пек туйӑннӑ. Кансӗрленӗшӗн каҫарӑр, анчах эпӗ пӗр минутлӑха кӑна… Сайра хутра кӑна куҫне мӑч-мач тутаркаласа илет те каллех ним те шарламасть. Эпӗ мӗн каланине итлӗр-ха эсир. Эпӗ Павлуша пуҫ сӗлтрӗм те мӑкӑрланса выртакан шыв хӗррипе килелле уттартӑм. Вилтӗн — пытараҫҫӗ, Пурӑнман та тейӗн… — уҫӑмлӑн юрларӗ Веткин, хӑйӗн ҫинҫе те ҫемӗҫнӗ сассипе тата хорӑн пӗтӗмӗшле килӗшӳлӗхне туйса тӑнине пула унӑн ырӑ та айвантарах куҫне куҫҫуль тулса ларнӑччӗ. Спинет умне клавишсенчен тӑватӑ фут лутрарах тенкел лартрӗҫ, тенкелӗ ҫине мана ҫӗклесе хӑпартса тӑратрӗҫ. — Эсӗ ан ҫиллен, Агафон, эсӗ ман сӑмаха тимле. — Мӗн пулчӗ? — терӗ вӑл. Катя ман ҫине тарӑхса пӑхрӗ. — Мӗнле шухӑшлатӑн, чӗрӗлӗ-ши? Ответ пулмарӗ. — Мӗншӗн йӗрет? Лось тӗрӗслерӗ: шӗвек ҫӑра, пылакрах, мускат мӑйӑрӗн вӑйлӑ шӑрши. Фортӑн шалти кӗтесӗнче вите ларать. Шупка-кӑвак пӗлет ҫуталса, сивӗнсе, чакӑрланса пырать. Пӗлӗт ҫуталса пынипе ҫӑлтӑрсен ҫути вӑйсӑрланчӗ, вӗсем пӗр курӑнса, пӗр куҫран ҫӗтсе каяҫҫӗ. Ҫӗр нӳрленчӗ, йывӑҫ-курӑк ҫулҫисем сывлӑмпа тарланӑ пек пулчӗҫ. Унта та кунта кайӑк, ҫын сассисем илтӗнӗ пуҫларӗҫ. Ирхи шӗвӗ йӑваш ҫил тин вӑраннӑ ҫӗр ҫинче вӑркӑштарса ҫӳреме пуҫларӗ. Анчах пӗрре вӑл арӑмӗпе амӑшне ним пӑшӑрханмасӑр каларӗ: — Эсир те аван-ҫке! Команднӑй пунктсем малалла питӗ хӑвӑрт куҫса пыракан ротӑсемпе полксем хыҫҫӑн вырнаҫса пыма ӗлкӗреймеҫҫӗ, вӗсем пулман пекех туйӑннӑ, мӗншӗн тесен кашни салтакшӑнах паллӑ ҫапӑҫӑва ертсе пыма питӗ ансат. — Ку питӗ паттӑрла япала, — терӗ Павел Петрович, пӳне тӳрлетсе, пуҫне каялла ывӑтса. Эпир Джимпа иксӗмӗр те куҫсене чарса пӑрахрӑмӑр. Темиҫе ҫул каярах санпа уйрӑлнӑ чухне те ҫавӑн пекех шутланӑччӗ; анчах пӳлӗхҫӗм мана иккӗмӗш хутчен те тӗрӗслемелле турӗ; эпӗ ҫав тӗрӗслеве чӑтаймарӑм, хавшак чӗрем каллех палланӑ сасса парӑнчӗ… Вуҫех те ахаль ӗҫ ҫеҫ? Хаҫатсенче пӗлтерӳсем те кӑлартӑмӑр. — Эсӗ мӗн ятлӑ? Вӑл тем каласшӑнччӗ, анчах, шухӑшсем арпашӑннӑ пирки, сӑмахӗсем те ҫыхӑнусӑр пулса тухрӗҫ Вара вӑл шӑп пулчӗ, каллех ӑнтан кайрӗ. Астрономи профессорӗ пиртен кулкаласа:— Хӑюллӑн тӑхӑнӑр, ан хӑрӑр! — Пӗлӗтсем ҫине? Унтан вӑл, хисеплӗ те савӑнӑҫлӑ сасӑпа кӑлтӑртатса, архиерейрен малтан губернаторпа саламлашнӑ. Вара Енисей патнелле — мӗншӗн тесен ку ӗнтӗ ҫын курса пулӑшу илес пӗртен-пӗр шанчӑк пулнӑ. Ӑҫта та пулин хыт хура ӑшӗнчен хӑвса кӑларать те ҫав мулкача, ҫырмана тарса пытанма памасӑр, хуса ҫитсе вӑрӑм пушӑпа ҫапса ҫурать е утпа таптаса вӗлерет. Курса тӑрансан, атте ӑна протопопа пачӗ, лешне ку япала питӗ килӗшрӗ пулмалла: вӑл пуҫне сулкалать тата пӗрре коробка ҫине, тепре ҫак хӳхӗм япалана тума пултарнӑ ӑстаҫӑ ҫине пӑха-пӑха илет. Эпӗ пулсан кӗтмелле, ҫичӗ ҫул кӗтме лексен те. Хамӑр хыҫра проливпа Скелет утравне ҫеҫ мар, кукӑра тата хӗвелтухӑҫ енчи тӳремлӗх хыҫӗнче уҫӑ тинӗсӗн анлӑхне те куратпӑр. Ӑнлантӑн-и? Петро ывӑтрӗ, ак тӗлӗнтермӗш? чечек тӳрех ҫӗре ӳкмерӗ, тӗттӗмре чылайччен тӗлкӗшекен кӑвар чӑмрашки пек курӑнса тӑчӗ, кимӗ пек, сывлӑшра ярӑнса ҫӳрерӗ; юлашкинчен вара майӗпен аялалла анса пычӗ те таҫта инҫете, пит инҫете кайса ҫӗре ӳкрӗ. Унӑн усал ирӗкне туса пыракансем Мигуэль Диазпа унӑн юлташӗсем пулнӑ, вӗсем вырӑнти чуниллисем хушшинчен пуҫтарнӑ пӗр вунӑ ҫынпа пӗрле ӗҫленӗ. Пур чиркӳсем те, пур приходсенче те, пур ялсенче те янӑратса чан ҫапаҫҫӗ. Анчах чан сасси илтӗнмест. — Ан пӑшӑрхан! — терӗ Ольга Тимура, хӑй шухӑшӗсене хӑвӑрт сирсе ярса. — Епле туймасӑр тӑрӑн-ха ҫак алӑсем, ҫак кӗлетке ытарма ҫук илемлине! Лось сехӗрленсе илчӗ: Аэлита мӗн таран ытарайми чипер, шывран, Аэлитӑн капюшонлӑ плащӗнчен, аллисемпе питӗнчен, сывлавӗнчен, кӗпинчен хӑрушӑ, йӳҫекрех-пылак шӑршӑ киле-киле ҫапать. — Тавӑрӑпӑр, тӑванӑм, тавӑрӑпӑр, — терӗ Огнянов, ӑна ыталаса. Ман хуҫасем ҫывӑх ҫынсене вӗрентме, тиркеме пӑхнинчен ытла урӑхла пӑхма пӗлместчӗҫ, вӗсем пурӑннӑ пек пурӑнма пуҫлас, вӗсем пекех шухӑшлама, тунма пуҫлас пулсан та, ҫапах вӗсем ҫавӑншӑн та тиркӗччӗҫ. Унӑн пӑр пек сивӗ аллисене тачка ал тупанӗсемпе тытса хӗрлӗ питлӗ, мӑнтӑркка ҫын темӗн ӑнлантарма пуҫларӗ. Лось асӑрхани: сигара шӑрши, радио пуҫлӑхӗн сӑмси айккинчи пысӑк тур палли. Мӗнпур неаполитанецсем пекех, вӑл тӗлӗнмелле мыскарасене юратнӑ. Шакканӑ сасӑ хыҫҫӑнах вара казачкӑн ҫамрӑк та хитре пуҫӗ курӑнать тата ачашшӑн кулкаласа калаҫнӑ сӑмахсем илтӗнеҫҫӗ. Шукарьӑн тарпа йӗпеннӗ кӗпи ҫумне утӑ пӗрчисем ҫыпҫӑнса тулнӑ, тӑрмаланчӑк пӗчӗк сухалӗ ҫинче вӑрӑллӑ шурути тӑррисем, хӑрнӑ курӑк тунисемпе ҫулҫисем, сарӑ чечек ҫулҫисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗр стени ҫумӗнче ҫӑнӑх ларӗ ларать, теприн ҫумӗнче — тӗрлӗрен каткасем. Унтах хӑмлапа палан тултарнӑ аласем. Маччаран мучалапа йӗтӗн сӳс тӗркисем, арӑмутипе турамӑш курӑкӗ ҫыххисем ҫакса янӑ. Киш Поляр тинӗсӗ хӗрринче ӗлӗк-авалах пурӑннӑ. Ҫиес килми пулӗ! — Сирӗн пата тархаслу манӑн, Юрий Алексеич тӑванӑм, — йӑлӑнчӑклӑн та такӑнкаласа каларӗ вӑл, — паян эсир вӗт-ха ташӑсене ертсе пыраканӗ? Полковник сӗнекен судпа килӗшӗр те киле апат ҫиме кайӑр. Вӑл ӗҫ нимӗн тӗшне те тӑмасть. — Сан патна ӑҫта ҫырмалла-ха ӗнтӗ? Ҫӗпӗре-и? — ҫемҫен кулса ыйтрӗ Комиссар. Анчах эпӗ ун ҫинчен манасшӑн марччӗ, маншӑн пурӑнӑҫра пулман пеккине курни хаклӑччӗ, манӑн ун пек пулма пултарнине, ун пек пулнине пӗлмеллеччӗ. Ҫурт патӗнче выртакан тата ларакан аманнӑ ҫынсем, хӑрани иртсе кайсанах, «ура» кӑшкӑрса ячӗҫ. Мӗн хӑраса ӳкрӗр? — Ҫавӑнтан. — Тавтапуҫ, тавтапуҫ, савнӑ Исидора, — терӗ мустангер шӑппӑн, ҫырӑва хуҫлатрӗ те вырӑн ҫине пӑрахрӗ. Ҫакна асра тытӑр. Кунталла килетпӗр те… шутлатӑп… сулам та эпӗ ӑна — сана, кӗсменпе… пӗр-рех!.. укҫине — хама, хӑйне — тинӗсе… сана ӗнтӗ… э? Вӑл чӑн-чӑн кочегар пек хура. Хӗрача каланине итлесси мана шутсӑрах кӑмӑла каятчӗ, — вӑл эпӗ пӗлмен тӗнче ҫинчен каласа кӑтартатчӗ. Людмила та пӗр сассӑр, темскере аркатса тӑкасран хӑранӑ пек асӑрханса, аяккалла пӑрӑнчӗ. — Кусем манӑн философсем, — терӗ Мережкова, алӑка уҫса. Ӑҫта илсе каяссине тата унта мӗн курассине Воропаева никам та асӑрхаттармарӗ. Ҫавӑнпа та, ӑна сӗтел ҫумнерех куҫарса лартнӑ кроватьсем ҫинче аманса пӗтнӗ пилӗк ача выртакан пӳлӗме илсе кӗрсен, унӑн пичӗ ирӗксӗрех чӗтренсе илчӗ. Анчах та акӑ, тӗслӗхрен, Ҫурҫӗр Америкӑри вӑрҫӑ е тата акӑ Италие хӑтарни, Наполеон чухнехине илес-тӗк — гверильяссем… унтан вара революци вӑхӑтӗнчи шуансем… Гусев ӑна «Топтыгин генерал» тесе чӗнет. Вӗсем сирӗн кӑмӑла каймаҫҫӗ пулӗ тетӗп те. Тахӑшӗ ӑна ҫӳлтен алӑ тӑсса пачӗ — вӑл ӑна тытмарӗ, кӗлеткине вӑйлӑн карӑнтарса ҫӑмӑллӑнах ҫӳле хӑпарчӗ те Павелпа Сизов умне тӑрса:— Ку мӗнле пуху? Пурте сӳрӗккӗн, калаҫас килмесӗр калаҫрӗҫ, ҫаплах тунсӑхлӑ пулчӗҫ. Ку та арҫын ача, мӗнле мӑнтӑркка! Итлемелле пулчӗ. Мӗнле тӗлӗнмелле лӑпкӑн кӑларса яраҫҫӗ ашшӗ-амӑшӗсем хӑйсен ачине, пӗтӗм чунтан юратса пӑхса ӳстернӗ ҫынна е хӑйӗн мӗнпур сӗткенне ачана ӗмӗртсе пурӑннӑ хӗрарӑма! Туссем пулман манӑн. — Тӗрӗс! — ун майлӑ пулчӗ хӗрлӗ ҫӳҫли, ура ҫине тӑрса. — Вӑл — сиенлӗрех, — ответлерӗ Мирон. Эсӗ хӑш уйӑхра ҫуралнӑ? Ольбинет нимӗн ӑнланмасӑр итлет; палламан ҫынни куҫ хупса илмеллӗх те чарӑнса тӑмасӑр, пӗр япала ҫинчен калаҫса тӑнӑ ҫӗртех, тепӗр ӗҫ ҫине тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑн куҫса кайса, вӗҫӗ-хӗррисӗр сӳтӗлет. Салтаксем стена тӑрӑх вырнаҫса тухрӗҫ, хӑшӗ-пери чӗлӗм чӗртсе ячӗҫ. Володя та хӑйӗн кроватне кӗтессе майлаштарса лартрӗ, ҫурта ҫутрӗ, пирус чӗртрӗ те кровачӗ ҫине тӑсӑлса выртрӗ. Ӑҫта кайнӑ-ха вӑл, мӗншӗн вӑл ӑна ҫак старикпе пӗрле хӑварнӑ? Паганель кӑранташӗ сывлӑша ҫӗкленчӗ, ученый Гленарвана та, ҫырӑва та, йӗри-тавра мӗн пуррине те манчӗ пулмалла. — Мӗн пулчӗ, Паганель? — тесе чӑтаймасӑр ыйтрӗ Гленарван. «Чӑнах та ку вӗсене майлӑ мар», — тесе шухӑшлать красноармеец. Фокана пӳлӗмӗн пур алӑкӗсене те хупма хушрӗҫ. — Сыхлӑрах пул, Аксель, тинӗсе ан ӳк, — терӗ пичче. Халь ӗнтӗ Джон Мангльс та, майор та нимӗн ҫине пӑхмасӑрах малалла сиксе ӳкрӗҫ. Е тата кӗнеке тытса ларатӑн та пӗтӗм тимлӗхе аран-аран мӗн вулани ҫине яратӑн, кӗтмен ҫӗртен коридор тӑрӑх хӗрарӑм утса килнине, ун кӗпи чӑштӑртатнине илтетӗн, — вара пуҫра мӗн пурри йӑлтах сиксе тухать, кукамайӑн ватӑ горничнӑйӗ Гашӑсӑр пуҫне коридор тӑрӑх никам та иртме пултарайманнине пӗлетӗн пулин те, вырӑнта ларма пултараймастӑн. Эпир вара йӑмӑкпа пӗр калаҫмасӑр-тумасӑрах ун ҫинчен кирек мӗн пулсан та никама та пӗр сӑмах каламасса тупа турӑмӑр. Вӗсенчен ниҫта тарса хӑтӑлма та ҫук; сӑхнӑ вырӑнсем ыратнине ҫемҫетес тесе, ҫулҫӳревҫӗсем походри аптекӑран нашатырлӑ спирт илсе ӳчӗсене сӑтӑрса пычӗҫ. — Мӗн тӑвасшӑн эсир манпа тата ман юлташсемпе? — Лайӑх тунӑ-ҫке турри пурне те, ачам, — тетчӗ вӑл час-часах. — Уншӑн мӗнех вара! — «Мӗнле тутарпа?» Сехри хӑпнӑ вӗсен. — Ҫав ӗҫпе. Ҫывӑрма выртас умӗнхи кӗлле вӗсем вӑрттӑн, выртнӑ ҫӗртех вуларӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсене чӗркуҫҫи ҫине тӑратса хыттӑн вулаттаракан никам та пулмарӗ. Вӗсем харӑс калаҫма тытӑнчӗҫ, анчах пӗрне-пӗри мӗн каланине кашниех илтрӗ, ӑнланчӗ; сассисене ҫаплах хӑпартса пычӗҫ пулсан та, вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерме те, вӗр-пӗрне ответлеме те ӗлкӗрсе пычӗҫ. Кольхаун хӑй куккӑшӗн хӗрӗ аллинчен бинокле илесшӗн пулмарӗ. Курӑсӑн акӑ, виле пытарнӑ хыҫҫӑн икӗ кунтанах король ҫуртпа негрсене аукционтан сутасси ҫинчен пӗлтерет! Хыҫал енче, сарлака картишӗнче, чаплах мар та илемсӗртерех хуралтӑсем курӑнчӗҫ. Вӗсене тарҫӑсем валли тунӑ пулас. Н-ра манӑн ун патне яман ҫырусем темӗн чухлӗ капланнӑ, вӗсене вӑрҫӑ пӗтсен пӗрле ларса вулама ӗмӗтленсе тӑраттӑм-ха. Пӗри — депо начальникӗ Сухарько инженер ывӑлӗ, шурӑ пуҫлӑ, шатра питлӗ, вунҫичӗ ҫулхи ҫурри ухмах та чупкӑн Шурка, шкулта ҫапла ят панӑ ӑна; аллинче унӑн лайӑх вӑлта, ҫӑварне вӗҫкӗнӗн пирус хыпнӑ. Эпӗ унсӑрах шухӑшлама пӗлетӗп, пурне те ӑнланатӑп! …Унтан вӗсем ҫул тӑршшӗпех, стана ҫитичченех сӑмах хушмарӗҫ… Темшӗн ӑна «Онегинра» Ленскипе Ольга уйӑрӑлни аса килчӗ. Анчах вӑл хӑй мӗн каланӑ пирки пӗр минут та ӳкӗнмесӗрех килне кайрӗ, хӑй патӗнче ӗҫекен стариксем ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, выртрӗ те тахҫантанпах ҫывӑрса курман ҫирӗп ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Ҫав питӗ лайӑх паллакан сасса урӑх нихҫан та, нихҫан та илтес ҫук ӗнтӗ тесе шухӑшласа, Том ӗсӗклесе макӑрса илчӗ. Ҫакӑнпа килӗшме питӗ хӗн. Анчах мӗн тӑвас-ха? Вӑл урӑхла тума пултараймасть. Ӑна тӗртсе яраҫҫӗ, аплипех пӑрахса хӑвараҫҫӗ пулсан, парӑнас пулать ӗнтӗ, анчах вӑл вӗсене каҫарать. Австри камӑн пулать? Ромашов ҫеҫ фронт варринче, хӑй ҫурма роттин сылтӑм флангӗнче юлчӗ. — Сан чӗнмесен те юрать, лар та лар хӑвӑн хӗрарӑм ӗҫӗ патӗнче… Ларать тет те мӑръе ҫине утланса, ҫӑмахне те ҫӑварӗнчен вӗҫертмест, тет. Палата ирӗксӗрех хӑйӗн ӑшӗнчи пӗчӗк событисемпе пурӑнать.. — Бяла Черквана ҫӑлса хӑварасчӗ. — Пирӗн ачасем чыслӑн, ӑс-тӑн хушнӑ пек пурӑнасшӑн, анчах эпир вӗсене пӑрахса кайрӑмӑр, ҫапла, каях, Ниловна… Астӑватӑп, хам Лилипутире пулнӑ вӑхӑтра мана ҫав пӗчӗкҫӗ ҫынсем пек илемлӗ пит-куҫлӑ ҫынсем ҫук пекех туйӑнатчӗ. — Кӑткӑ йӑвин аялти пайне шыв илчӗ. Анчах, калас пулать, вӑл тӗнчене тӑваканни пулнӑ пулсан та, хушӑран ҫителӗксӗртерех тунӑ. — Тӑвансем, ас тӑвӑр, ыран шкула репетицие пырӑр, — терӗ Огнянов килӗсене каякан ҫынсене. Джеймс тухса кайрӗ те алӑка хупса хучӗ! Пичче ӑна пӗтӗм чӗреренех тав туса аллине тытса чӑмӑртарӗ. Сӑмах пӗтернӗ. Акӑ купец нимӗҫ майри хӑйне юратса кайнине асӑрханӑ та унтан мӑшкӑлласа кулма шут тытнӑ: ӑна ҫӗрле хӑй патне сада пыма чӗннӗ, хӑй икӗ юлташне чӗнсе пынӑ та вӗсене сада, тӗмӗсем хушшине пытарса шартнӑ. Виктор тӗлӗнсе кайса тӑчӗ. — Эпӗ награда илме тивӗҫлӗ пултӑм-и? — Ҫук, эпӗ тӗрмере лартӑм! — тавӑрчӗ хӗр кулса. Калӑр-ха, вӑл эмеле ӗҫрӗ-и? Оленин кичемленсе кайрӗ. — Эпӗ хӗнени ҫинчен каламастӑп, чунна хурлантаракансем пулнӑ-и? — Ҫук ҫав ман сас! — терӗ вӑл. Мӗн эсӗ… кунта? — Мӗнле, нивушлӗ «Вальтер Скотт» ҫинче? — Эсӗ паттӑрскер, айван ҫын та мар, — ответлерӗ Сильвер, унтан хӑйӗн патне чӑснӑ алла ҫав тери хӗрӳллӗн чӑмӑртанипе манӑн пичке силленсе илчӗ. — Санран эпӗ халиччен курман питӗ лайӑх ӑнӑҫлӑх джентльмен пулать, — терӗ вӑл. Чи хыҫалта тӑваттӑмӗш карабина тытнӑ Актеон тата Геркулес — ун пиҫиххийӗ ҫумӗнче пуртӑ. Остап яланах чи лайӑх юлташсенчен пӗри шутланнӑ. Вӑл юлашки ҫивиттине урисене ҫыхма чӗре-чӗре хӑюсем туса пӗтернӗччӗ. Паян эпӗ мӗн иртенпех унпа пӗрле унӑн нимӗҫ майри патӗнче пултӑм вӗт, паян эпир виҫҫӗн «Манран ан пӑрӑн» юрра юрларӑмӑр. — Пусрӑм ҫав, ачам. Паллах ӗнтӗ эпир вӑл ҫынна лайӑх пӗлмелле, вӑл эпир хушнӑ пек ӗҫлӗ тесе шанса тӑмалла. — Есть, майор юлташ! Эсрелсем вара — ҫакнашкал ҫӗнӗ япаласене ҫав тери юратаҫҫӗ… — Ӑҫтан пӗлетӗр эсир ӑна? — терӗ Риккардо хӑйӗн чӗтрекен сассипе. Тарӑ каялла килнӗ пулӗ. Питӗ чаплӑ та питӗ оригиналлӑ эрех тума пултартӑмӑр. Вӑл ырӑ тутӑллӑ, тулли, ҫӑра, тӗсӗпе ҫӑра чее аса илтерет. Эсир ӑна халех асӑрхама пултаратӑр. — Эсӗ ытла та хӑравҫӑ иккен! — йӑл кулса илчӗ те Титок, утне аллинчи чӗлпӗрӗпе ҫатлаттарса, малалла чуптарчӗ. — Сэр, — терӗ ача чӗтревлӗ сассипе, — вилӗм умне тӑма черет манӑн пулнӑ. Павел ашшӗ Мускавра ӗҫленӗ. — Эс пурпӗрех вилетӗн, — терӗ вӑл хыпаланса, — Сана пӑшал кирлӗ мар. — Леререх вара, унран сылтӑмарах, ларать… — Дворник! Ман хуҫа ҫак ӗҫрен пит лайӑх тупӑш илетчӗ, мӗншӗн тесен мана килте кӑтартнӑ чух куракан пӗр ҫемье анчах пулсан та маншӑн яланах пӗр пӳлӗм халӑхран илекен хакпах укҫа илетчӗ. Ҫапла сасартӑк йӗрсе вӑл ӗнер вӗлернӗ пӑлхавҫӑсемшӗн хӑй татӑлса хуйхӑрнине ирттерме тӑрӑшрӗ; анчах пухӑннӑ ҫынсем ӑна вӑл Лалка пирки йӗрет тесе шутларӗҫ, Гинка ун ятне асӑнчӗ-ҫке.. Вӗсенчен пилӗкӗшне Мэри, Роберт, мистер Ольбинет, унӑн арӑмӗ тата Мак-Набс майор йышӑнаҫҫӗ. — Курман пулсан, эпӗ суккӑр пулӑттӑм, — тесе ответленӗ майор. Алӑк ҫаплах уҫӑ тӑрать-ха. Ун ҫинчен авалах, ӑслӑ шухӑшлӑ Джордано Бруно пурӑннӑ вӑхӑтрах, тавлашу пынӑ. Анчах леш ҫӳлӗ тӑва — Грот-мачтӑна, тӗтрепе витӗннӗскере, — тӑтӑшах Подзорная Труба теҫҫӗ, мӗншӗн тесен, пиратсем кунта якорь ҫинче тӑрса, хӑйсен суднисене юсанӑ чухне, унта сӑнавлӑ пост тунӑ. Ялан тенӗ пекех вӗсем унта хӑйсен суднисене юсанӑ, каҫарма ыйтатӑп, сэр, терӗ вӑл. — Вӑт куратӑн, пултаратӑн-ҫке! Управлени ӗҫне ҫирӗп правилӑсем тӑрӑх туса пыраҫҫӗ, чун-чӗре сисӗмӗпе ӑс-хакӑл тавҫӑрӑвне пӑхӑнмаҫҫӗ вӑл ӗҫре. — Нихҫан та. — Тутлӑ-и? — Ҫапла, халь эпӗ сире ҫынтан пӑрӑнни аван марри ҫинчен каласа патӑм. Ҫил формӑллӑ пулнӑ пулсан, вӑл ҫав йывӑҫ пек кукӑр-макӑр пулӗччӗ, йывӑҫ ҫил-тӑманӑн кӗлеткине кӑтартӗччӗ. Е вӗсем пурте пӗрле кайсан, мӗнех вара, эпир карапа хамӑр алла илетпӗр! Час-часах ҫав ҫӑра чуллӑ сӑртсен тӳписем тинӗс хӗрнех ҫывхарса тӳрем ҫӗр ҫине ӳкереҫҫӗ пулсан та, пире иртсе кайма ҫителӗклӗ вырӑн юлать. Вӑл амӑшӗ патне пырса унпа юнашар ларчӗ те пикенсех, ӳпкевсӗр, хурланмасӑр калаҫрӗ: — Манӑн ачасем иккӗччӗ. Симурден пуҫне ҫӗклерӗ те ҫапла каларӗ:— Революци хыҫҫӑнхи пурнӑҫра террорла ӗҫсемшӗн каҫармалли кун ҫитӗ-ха, — терӗ. Кӑнтӑрла эпир утрав тӑрӑх кимӗпе ҫӳрерӗмӗр. Хӗвел хӗртсе пӑхать пулин те, вӑрман ӑшӗнче питӗ сулхӑн. — Килте. Пӗлтерчӗ-ши? Хисепсӗр, шутласа кӑларма ҫук нумай-нумай ӗмӗр иртет, тепӗр хут пула-пула тӑрать тӗнчере мӗнпурӗ — ҫынсем, тискер кайӑксем, чулсем, ӳсентӑрансем ҫӗнӗрен пулса тӑраҫҫӗ. Художник тӑна кӗмерӗ, хӑй асапӗсӗр пуҫне ним те туймарӗ, вӗҫӗмсӗр хаяррӑн йынӑшрӗ тата ӑнланса илмелле мар сӑмахсем каларӗ. 8-мӗш числара, кӑнтӑрла тӗлӗнче, пирӗн ҫул хӗвелтухӑҫнелле хальхинчен тӳремрех ҫулпа, хӗрӗх пилӗк градуса яхӑн чалӑшрах анса кая пуҫларӗ. — Юрӗ-ҫке, юрӗ! — терӗ амӑшӗ. — Эпӗ халех… Фома, ӑна туйса:— Ку ҫитмест-им тата? — тенӗ; кӑна вӑл хӗр тата тем ыйтасса шанса каланӑ. Анчах тапӑнакансен ҫынсем яланах улшӑнса тӑраҫҫӗ, башньӑна хӳтӗлекенсен шучӗ чакнӑҫемӗн чакать. Вара ҫынӗ тата ыйтнӑ, хыттӑнах мар, — анчах петӗм чунтан, кӑмӑллӑн ыйтрӗ: — Ну, ху ҫинчен эсӗ мӗнле калӑн, ҫынӑм? Ир-ирех, Яков Лукич ӗҫе кайиччен, кил картине икӗ палламан ҫын килсе кӗчӗҫ, пӗри — резинӑланӑ ҫӗнӗ пальто, тепри — пашликлӗ вараланчӑк брезент плащ тӑхӑннӑ. — Эсӗ Гек Финн ӑҫта тесшӗн пуль, ҫавӑн пек каласшӑн эсӗ! — Пӑхӑр-ха, унӑн чӑннипех те янахӗ чӗтрет! Вӗсем, ав, пынӑ та ҫав ирхинех, эпӗ аяла ансан, ылтӑна вӑрласа кайнӑ, негрсене сутса ярсанах эпӗ укҫа ҫинчен аса илеймен, вӗсем ӑна илсех кайнӑ. Пӗр сакӑр минут вӗсем сухаланӑ пусӑ ҫинче тӗрмешрӗҫ, унтан пачах ывӑнса ҫитнӗ Давыдов, хӑрӑлтатса:— Курӑк ҫине тухатпӑр, атту кунта пирӗн чун та тухса кайӗ, — терӗ. — Ӑҫта пуҫланӑ, ҫавӑнта пӗтеретпӗр, — йывӑррӑн сывланӑ май пӑшӑлтатрӗ Нестеренко. Эпӗ кӗҫӗрех сирӗн пата кӗрсе тухатӑп. Гусев шавлӑн та ассӑн сывласа кӑларчӗ. — Эпӗ Венӑра хӑшпӗр пысӑк фирмӑсене пӗлетӗп, — терӗ майор. Халӗ ӗнтӗ мана — асамлӑ капитан та, вӑлах рулевой, машина хӑватлӑн халтӑртатни те, нимӗн те илӗртмест. Пичӗ унӑн кайӑк пичӗ пекскер, вӑль-валь вылякан куҫлӑскер, пӗтӗмпе те вӑл, тӗкӗр умне лартакан фарфор кӗлетки пек хитрескер Салтаксем калатчӗҫ: «Унӑн сылтӑм аяккинче пӗр аяк пӗрчи ҫук, ҫавӑнпа та утнӑ чухне вӑл темле тӗлӗнмелле суллан калать», тетчӗҫ; анчах маншӑн ҫавӑ лайӑх пек туйӑнатчӗ, тата ӑна килкартишӗнчи ытти дамӑсенчен — офицер арӑмӗсенчен тӳрех уйӑрса илме пулатчӗ; лешсем, — хӑйсен хытӑ янтракан сасӑсем, чӑпар тумсем ҫӳлӗ турнюрсем пур пулин те, — темле тыткаласа киветнӗн туйӑнатчӗҫ, вӗсем тӗттӗм пӑлтӑрта, тӗрлӗрен кирлӗ мар япаласем хушшинче нумайччен манӑҫа кайса выртнӑ темеллеччӗ. Левко ӑна лайӑхрах пӑхма тытӑнчӗ. Ҫапла — урама тух та кашнинех каласа ҫӳре… Мӗскершӗн ҫакӑн чул сӑмах? — Аван, пит аван, — терӗ Оленин. Чӗтреве ӳкнӗ аллипе вӑл ҫав ҫыруран пӗр татӑк ҫурса илчӗ те ҫырӑвӗн таса енӗнче виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫырса, хутне хутлатрӗ. Мӗншӗн турӗ вӑл ҫакна? Акӑ ӳкӗм хӑвӑртлӑхӗ чаксах пырать. Хулари насусран шыв йӑтасси Томшӑн яланах питӗ усал ӗҫ пулнӑ, анчах, халӗ вӑл хаваслансах ҫав ӗҫе тытӑннӑччӗ. Алексей йынӑшса ярсан, вӗсем утма тытӑнчӗҫ. Бухтӑра питӗ шалта ларакан пӗчӗкҫӗ ял Тристан д'Акунья архипелагӗн столици пулса тӑрать. Люба, ҫакӑн пек шухӑшсемпе чӑлханса ларса, ӑнсӑртран пӳрнисене чике-чике шӑтарнӑ, йӗпписене хуҫнӑ, анчах пӗр сӑмах та уҫса каламан, вӑл лайӑх пӗлнӗ: темӗн чул калаҫсан та, ашшӗн чӗри ӑна пурпӗрех илтес ҫук. Сасартӑк, вӑл хӑраса ӳкӗ, ун ҫине тӑрук пӑхса илӗ те, каялла ҫаврӑнса, хулпуҫҫисене хутлатса илсе, пӑрӑнса кайӗ. Манӑн чи лайӑх тухтӑр — эсӗ. Утӑр ман хыҫран. Нумай вӑхӑт иртмерӗ, фургонӑн сӑран карри сирӗлчӗ те майор тухни курӑнчӗ. Упӑшкисен юратма вӑхӑт ҫук, а эпӗ — ирӗклӗ ҫын. Федор, шухӑша кайса, кӗске чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ те чӗлӗмӗнчи кӗле асӑрханса пӳрнипе тӗксе пӑхрӗ. Ҫуртсем, хӑвах пӗлетӗн, ишӗлчӗкскерсем, юсамалла, анчах ку ӗҫе эсӗ епле пултарассине эпӗ пӗлместӗп, нимӗнпе те пулӑшма ҫук, хӑвах пӗлетӗн… Яков вӑл ҫакӑн пек кӑмӑллӑ пулнине нихҫан та курман, хӑйӗншӗн ҫав тери ҫывӑх пулнине те туйман. Ҫак кунтан пуҫласа Мауганаму ҫине никам та пыма пултараймасть. Ҫак хӗҫӗн икӗ вӗҫӗ пӗрлешсе пӗр хӗҫ пулма пултарайман пекех, эпир те, юлташсем, ҫут тӗнчере тек пӗр-пӗрне кураяс ҫук! Леш тӗнчере шуйттансем тӗрте-тӗрте яччӑр сана!..» Эсир кӑнтӑрлахи апат ҫимен вӗт, чӑнах вӗт? Авалхи ученӑйсем кометӑсене атмосферӑри ҫурҫӗр шевли, пӗлӗт татӑкӗсем е ҫиҫӗм пек явленисем тесе шухӑшланӑ. Италинче вара ку ӗҫе эпир тата лайӑхрах туса пыма тытӑнтӑмӑр. Алексей вӑл ытах та ҫӑмӑл ӑнланма пултарнинчен тӗлӗнсе кайнӑ. Пуҫӗнче ун юн кӗвӗлсе хытса ларнӑ. Юлашкинчен, унӑн алли Карачӑм аллине шыраса тупрӗ те, ун тӑрӑх шыв тӗпнелле шуса анса, темле яка та сивӗ япала патне ҫитрӗ. Нимӗҫсем хӑйсем йышӑннӑ килхушшисенче тӑрмашаҫҫӗ: хӑшӗ повозка патӗнче темӗскер аппаланать, тепри ҫӑл кутӗнче, хӑшӗсем пӳртелле вутӑ ҫӗклеҫҫӗ. Этем куҫӗ вӗсене чӗрӗлле нихӑҫан та курман. — Ҫичӗ километр… тесе мӑкӑртатрӑм эпӗ. Вӑл мана йӑлмакласа авнӑ тӑхлан пралук кӑтартрӗ, питӗ тӗл лектерекенччӗ-ха, анчах ҫак кунсенче алла мӑкӑлтарӑм, халӗ тивертеетӗп-ши тет. Хӗл каҫиччен вӑл пӗтӗмпех улшӑннӑ-мӗн. Манӑн пуҫа кассах тататӑр вара, анне. Инҫетри вӑрмансем каҫхи ӗнтрӗкре лайӑххӑнах палӑрмаҫҫӗ, хӑй ҫутисӗр-мӗнсӗр темиҫе пин башньӑллӑ авалхи крепоҫсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем, тӑррисем ҫеҫ ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫутӑлкалаҫҫӗ. Ӑҫта каясси Алексейшӑн пурӗпӗр пулнӑ. Пичче тискер кайӑксем мӗнле ҫапӑҫнине пӑхса хӑйӗн малтанхи шухӑшӗсенчен пӑрӑнса кайнӑскер, халӗ ӗнтӗ каллех ҫилленкелесе тинӗс шывӗ ҫинелле пӑхса пырать. Мещансемпе хулари обывательсем те ӗҫсӗр тӑрасшӑн мар курӑнать, вӗсем те ушкӑнпах вал ҫине хӑпарса кайнӑ. Ҫак мӗнпур-мӗнпур визитсем, докладсем, ларусем тата… — Паранкӑсем пиҫрӗҫ-ши? — терӗ Федя ларсан-ларсан. — Мӗнле гранжанр! — асӑрхарӗ Базаров: — сирӗнни пек ҫапла калатчӗҫ пулас? Ҫирӗп сулӑ ҫинче лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ Дик Сэндпа ун юлташӗсем аванах хӳтӗленме пултараҫҫӗ. Ӑна пуринчен ытла Ольга ачалла тарӑхса каланӑ сӑмахсем нимле мар туса ячӗҫ. Ну, ку иртсе кайнӑ ӗҫ, эпир Любишкинпа килӗшсе татӑлтӑмӑр ӗнтӗ, ҫавӑнпа ӗлӗкхине аса илме кирлӗ те мар. Вӑл тухса кайсан, Петр, Никитӑна хулпуҫҫинчен тӗртсе илсе:— Эсӗ мӗн — ҫывӑратӑн-и? — Вӑрҫӑччен мӗнле пурӑннӑ, халӗ те ҫавӑн пекех пурӑнӑр, — терӗ Горева, — Ирӗклӗ Австрире пурӑнма тытӑнатӑр. — Анчах хӑйне ӗненменнине вӑл лайӑхах курчӗ. — Ну, санӑн Артамоновсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ? — ыйтса пӗлеҫҫӗ Баймаковӑран хула ҫыннисем. «Коль славен» — аванрах… — Яр — «Коль славен»… Машина ассӑн сывласа пыни, пӑрахут ураписем шавлани, музыка сассипе пӗрле, темӗнле, хӗллехи ҫил-тӑманӑн тискер юрри пек пулса, сывлӑшра янӑрашнӑ. Е сутман-тӑр та-ха, хакӗ пирки чарӑнса тӑрать пуль». — Декорацийӗсем питӗ лайӑх вара. Хӑш-пӗр чухне юханшыв ҫинче пирӗнсӗр пуҫне чылай вӑхӑт пӗр чун та ҫук. Мӗн тума пуҫламаллаччӗ-ха ӑна? «Теҫеттинран, сахал хурсан та, пӗр 225 тенкӗ илме пулать. Жухрай пӑшал йӑтса иртсе чупса кайнине, конвоир ҫӗр ҫинчен тӑма хӑтланса выртнине курсан, вӑл лашине хӳме патнелле чуптарчӗ. Ваграм патӗнче Наполеон пире утрав ҫине хӑваласа кӗртрӗ те ниҫтан ҫӑлӑнӑҫ кӗтмелле мар хупӑрласа илчӗ. — Ҫук, сэр, — пӗтӗм кӗлеткипе тӳрленсе тӑрса, хӑвӑрт хуравларӗ негр. «Пуласси? — Чимӗр-ха, — кӑшкӑрчӗ Берсенев, — халь шӑпах ҫуллахи лайӑх вӑхӑт ҫитет-ҫке. Вӗсенчен улттӑшӗ пӗр харӑсах ӑна алли-урисенчен тата ҫурӑмӗнчен шӑлӗсемпе ҫыртса лартрӗҫ. Вӑл курткӑна хучӗ те пӗр минут пек шухӑшласа тӑчӗ, унтан каллех ун патнелле аллисене тӑсрӗ те татах каялла туртса илчӗ, юлашкинчен вӑл, хӑйне ҫакӑн пек шухӑшпа хытарса, ӑна пӑхасах тесе шут тытрӗ: «Вӑл ырӑ кӑмӑлтан, ырӑ кӑмӑлтан суйни пулать, эпӗ хама хурланма ирӗк памӑп», — терӗ. «Каях, кай!» терӗ те тимӗрҫӗ, алӑкне хупса хучӗ. — Ҫапла пӗлтерӗр те, тӑванӑм. Эпӗ хамах сан пата кӗрсе тухасшӑнччӗ, анчах пӗрмай вӑхӑт ҫук. — Ҫапла, пирӗн ӗҫлес пулать. Анна Михайловна ҫакна никамран малтан асӑрхарӗ те сасартӑках Эвелина аллинчен ярса тытрӗ. Каҫхине, чӑн та, кӗнеке вула-вула паратчӗ вара вӑл пире. Эпидеми килсе ҫакланнине каҫ пуличчен аванах ӗненмелле пулчӗ. Лӑпланӑр. Пур япала та ҫӗнӗ, ҫирӗп, таса, пурин ҫине те кил хуҫин манашкӑлла кӗлеткин сивӗ мӗлки ӳкет. Ыран хӗрача, тул савӑклӑн ҫутӑлнине хепӗртесе ҫак чӳрече витӗр пӑхсан, Том ҫавӑн пек выртнине курах кайӗ, ун чухне вара вӑл нивушлӗ Томӑн вилӗ ӳчӗ ҫине пӗр тумлам куҫҫуль те тӑкмӗ-ши? Ҫав тин ҫеҫ чечеке ларакан ҫамрӑк пурнӑҫа вилӗм ытла та ир касса ӳкернине курсан, нивушлӗ вӑл хӗрача пӗрре те хуйхӑллӑн сывласа илмӗ-ши? Хам ҫуралнӑ кун ячӗпе тупа туса калатӑп: эсӗ вилес ҫук, вилместӗн эсӗ! — Сире, аннеҫӗм, литература улшӑнтармарӗ: эсир малтанхи пекех ырӑ кӑмӑллӑ, — ватӑрах, самӑртарах та ҫӳллӗ хӗрарӑм пулса тӑтӑр. Эпӗ Сильвер вылякан чаплӑ вӑйӑ ҫинчен, вӑл хӑрах аллипе вӑрӑ-хурахсен шайкине тытса тӑни ҫинчен, тепӗр аллипе, хӑйӗн пур-ҫук пурнӑҫне хӑтарас тесе, кирек мӗнле хатӗртен ярса тытни ҫинчен шухӑшларӑм. Олеся пичӗ сивчир чухнехи пек хӗп-хӗрлӗ ҫунса тухнӑ, хура куҫӗсем нихӑҫан пулман ҫутӑпа ялкӑшаҫҫӗ, типсе ларнӑ тутисем тарӑхуллӑн турткаланаҫҫӗ. — Ҫук, ҫук, пулмӗ ку япала! — терӗм эпӗ мӗнпур чун хавалӗпе. Пӗтӗмӗшпе илсен, хӗр ҫав тери илемлӗ, ҫав тери аван, — ярса илесчӗ те вӗҫӗмсӗр, миллион хут чуптӑвасчӗ, — унтан ырри нимӗн те ҫук. Эпӗ музыкант пулма ҫуралнӑ, а мана — манах тӑвасшӑн! — Вӑй патӑр, Калчо! — кулкаласа ыр сунчӗ Марко, лешӗ епле ӗҫленине кӑсӑкланса пӑхса. Малтанхи куна эпӗ питӗ кичем ирттертӗм: тепӗр кун акӑ ирпе картишне пӗр лав пырса кӗчӗ… Пӗр виҫӗ кун выртать, эхлетет-эхлетет те, ӳчӗ ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем сӳнме те ӗлкӗреймеҫҫӗ, вӑл каллех сунара хатӗрленет… Ромашов вокзала каҫхине, Прусси чикки умӗн кунта юлашки хут чарӑнакан курьер пуйӑсӗ ҫитнӗ тӗле ҫӳреме юратать. Ах, турӑҫӑм, апла пулсан, эпӗ те сирӗнпе пӗрле пыратӑп. Тата эпӗ сире суртлӑ кантӑр вӑррине кӑтартасшӑнччӗ-ха. Сасартӑк чӳречерен тахшин алӑ тӑсрӗ те тӗрлеме карӑнтарнӑ пир ҫине ҫыру хурса хӑварчӗ. Ҫапах та, вӑл ҫакна ҫынсене систересшӗн пулман. Анчах пӗр ҫын пур, эпӗ ӑна шанма хӑратӑп. — Эсир тӑхтӑр-ха, сире сысна кӗтӳҫи туса хурӗҫ. Ют ҫын ман хӗршӗн офицерпе ҫапӑҫнине ыранах пӗтӗм Франкфурт пӗлет — мӗнле пулса тухать-ха ку? Фермӑна тапӑннӑ-ши? Вӑл, пуҫне кӑштах ҫӗклесе, ӑвӑс тӗслӗ сӑн-питне кичемлетсе выртнӑ, темшӗн пӑшӑрханнӑ пек пулнӑ. Таччӑнах хупӑнман куҫӗсем кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе хунӑ аллисен сарлака лапписем ҫине тарӑн шухӑша кайса пӑхнӑ пек туйӑннӑ. Ан тив, ӗҫлетӗр. Хур курса тертленнӗ хула ҫыннисем тӗпсакайсенчен, нӳхрепсенчен тухса, хулана кӗрекен Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсене курма хапхисем патнелле чупаҫҫӗ. — Атте акӑ мӗн каларӗ: вӗсем лӑпкӑн ҫывӑрса кайччӑр, вӗсем телейлӗ вилӗме тивӗҫлӗ. Шестиглаза! Эсир мӗнле сасӑпа калаҫнинчен, сирӗн калаҫусенчен усал шӑршӑ перет. Кун пирки пӗтӗм палата иккӗленнӗ, пуринчен ытла — Комиссар. Ҫырура унӑн ывӑлне хӑтарма тивӗҫли ҫинчен, Миронов капитан хӗрӗн ӑсӗпе чӗрине мухтама тивӗҫли ҫинчен ҫырнӑ. Малтанхи ҫур ҫул ҫавсене тасатнипех, моторсене пуҫтарнипех иртсе каять. Чиркӳ алӑкӗ уҫӑ; чиркӳ карти тулашӗнче ҫунасем тӑраҫҫӗ; чиркӳ пӑлтӑрӗнче ҫынсем каллӗ-маллӗ ҫӳреҫҫӗ. — Петруша начальникӗ Б. князь пулать-ҫке-ха. Андрей Каменскире юлташӗсенчен татӑлса юлчӗ. Анчах иртнине аса илсе вӑл ним чухлӗ те пӑшӑрханмарӗ. Канлӗх паман салху ҫӗр. Ун пек ҫӗрсенче куҫа чарса пӑрахсан та тӗттӗме ҫӗнтерме ҫук, ҫынсем, суккӑр пек, аллисемпе хыпашласа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, пынӑ ҫӗртен пӗр-пӗр канава кӗрсе ӳксе, ӗнсене хуҫса пӑрахасран шикленеҫҫӗ. Ҫула картласа тӑракан япаласем ҫеҫ асра тӑрса юлнӑ: касса янӑ хырӑн ылтӑн вулли ҫутӑ сухӑр юхтарса выртнӑ, пӗрене купи, пур ҫӗрте те пӑчкӑ кӗрпипе сава турпассисем сапаланса выртнӑ тата сӑйлӑ-сӑйлӑ тунката куҫа курӑннӑ. Дик хӑйӗн библине кӑларчӗ те, вӗҫӗмсӗр калаҫса кӗл тума пуҫларӗ. Назанский пальттипе чӗркенкелерӗ, хӑй, сивве пула, чӗтрене-чӗтрене илчӗ. Вилнисемпе аманнисем вуншарӑн купалана-купалана йӑванаҫҫӗ… Ыттисем ним йӗркесӗррӗн тараҫҫӗ, хӑшӗсем, каҫару ыйтса, чӗркуҫленсе тӑраҫҫӗ. Юлашки каҫа эпир Фридриксон господинпа кӑмӑллӑ калаҫса ирттертӗмӗр; ҫак калаҫу хыҫҫӑн эпӗ темшӗн ытлах лӑпкӑ ҫывӑраймарӑм. — Эсир астӑватӑр-и, Корчагин юлташ, эпир пӗрре тухса каяс умӗн ман аттепе курнӑҫмалла тесе килӗшнӗччӗ?.. — Эсӗ ман пата хӑвӑн хуйху-суйхуна калаҫа пама тата мана та хӑвпа ҫурмалла хуйхӑрттарма килтӗн пулӗ-ха: «Ҫапла ҫав, Андрей, санӑн та ӗҫсем япӑх, арӑмсӑр пурӑнма йывӑр пулать сана, ку йывӑрлӑха эсӗ, мӗскӗн, епле тӳссе ирттеркелӗн-ши?..» — тесе калаттарасшӑнччӗ пулӗ. Атлантсен карапӗсем — хӗвеле ҫӑварӗпе тытса тӑракан ҫӗленпе ӳкерсе капӑрлатнӑ, хӗп-хӗрлӗ парӑссемпе — мӗн пур тинӗсре те юхан шывра. Ӑҫта чикрӗм эп ӑна? Ҫак йӗкӗр тӑрӑллӑ ту утрав ҫинчи мӗнпур трахитлӑ тусен хушшинче чи хӗринчи юлашки ту пулса тӑрать. Ромашов аллисене ҫапса илчӗ те пуҫне ярса тытрӗ. Марья Ивановна патша ҫуртӗнчен каялла та хӑйне унта илсе пынӑ каретӑпах таврӑннӑ. — Ахаль мар ҫав аҫуна хураха кӑларнӑ эс… Ҫуртӑн пӗтӗм сарлакӑш лапчӑк картлашкисем йывӑр, лутра алӑксем патнелле анаҫҫӗ. Анчах кунта тӳремлӗх вырӑнне тикӗс мар рельеф тухса тӑчӗ — сӑртлӑ ҫӳллӗ вырӑнсем, пӗчӗк тусем сарлака валсемпе ылмашса пыраҫҫӗ. — Эс пӗлетӗн-и, эпӗ час-часах мӗн ҫинчен шухӑшланине? Пурте килӗр! Хула хуҫи халӗ полковник, Голуб — Заднепровски дивизин «илемӗпе чысӗ». — Пӗлместӗп. Ҫав хушӑрах хӑй хуллен те илемлӗн юрларӗ. Ачасем киле таврӑннӑ, вӗсене ҫулталӑк ытла курман, вӑл пур — темскер шутласа кӑларнӑ: чышкӑлла тӳпелешме тытӑннӑ!» Каҫӗ питӗ лӑпкӑ пулчӗ, кӗсменсем айӗнче шыв ртуть тумламӗсем пек саланса пырса, ҫавӑн пекех йывӑр пулнӑн туйӑнчӗ. Тан шывӗ пӗр вӗҫӗмрен пирӗн ҫула пӳле-пӳле хурать. Цанко сӑнӗ улшӑнчӗ. — Эсир мана ҫакна ӑнлантарса пама пултаратӑр-и? Мересьев нумайччен ҫырӑва алӑра тытса ларчӗ. Хутор хыҫӗнче, кӗрхи ҫӗртме пусси таврашӗнче, юр хӳсе купаланӑ кӗртсем, куҫа алчӑратса, тӳсме ҫук шуррӑн йӑлтӑртатса выртаҫҫӗ. Тен, Кораблевсӑр шкулта кичем пулнӑ пулӗччӗ. Эпӗ ҫак гейзера тата темиҫе минут хушши сӑнаса пӑхса тӑтӑм. — Паллах, эпӗ хӗр, ҫапах та эсӗ мана итле. — Унӑн куҫӗсем ҫамрӑкла ҫиҫсе илчӗҫ. «Ҫапла акӑ! Елена тӑрса тумланма хатӗрленнӗччӗ. Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре Гленарвана ответлӑ телеграмма килсе пачӗҫ. Эпӗ тӑтӑм, чӳрече умне пытӑм та ирчченех унта тӑрса ирттертӗм… — Сирӗн кӗҫӗр ҫывӑрасси пулмасть вӗт. Килне таврӑнсан, аҫа йытӑ кайӑк виллине ҫатӑрласа ҫыртса лартнӑ пекех, хуҫалӑхран ярса тытрӗ… Ҫырмашкӑн та вӗрентнӗ: пулас пупсемпе епископсен чиркӳ ӗҫӗпе ҫырусем, тӗрлӗ хутсем ҫырма лекнӗ; манахсем чиркӳ кӗнекисене ал вӗҫҫӗн ҫыра-ҫыра илнӗ, кӗнеке пичетлес ӗҫе ун чухне ӑсласа кӑларайман пулнӑ-ха. — Пирӗн хастар юлташӑмӑрсем мӗн те пулин хӑварчӗҫ пулсан… — Чӑннипех те, — палӑртрӗ Халл капитан, — ку япаларан пит тӗлӗнмелле. Анчах мӗнле ответлет! Телейӗме пула, ҫулӗ ытла чӑнках мар-ха». Любовьпа Фома каллех иккӗшӗ ҫеҫ юлнӑ. — Есть, сэр! — хирӗҫ кӑшкӑрчӗҫ иккӗн е виҫҫӗн. Вӗсем вара «Адмирал Бенбоу» трактирӑн алӑкӗ ҫине атакӑпа ыткӑнчӗҫ. Анчах повӑр:— Вула! — тет урмӑш сасӑпа. Ҫак вӑхӑтра вӗсем курса тӑракан вырӑнта тупӑ сассисем хыттӑн, ҫине-ҫинех кӗрслетсе илчӗҫ те, пӑшал пенӗ сасӑсем чӑтма ҫук хӑрушла шатӑртатма тытӑнчӗҫ, пин-пин пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ, пӗр вӗҫӗмсӗр йӑлтлата-йӑлтлата, пӗтӗм лини тӑршшӗпех ҫиҫме пуҫларӗҫ. — Гленарван, — тесе ярса илчӗ Паганель, — эсир экспедицине пӑрахса хӑварма пултараймастӑр. Унтан унӑн куҫӗ умне каллех часовня тухса тӑчӗ, каллех ун сасси илтӗнчӗ, хӑй ҫинче унӑн аллисем пулнӑ пек туйрӗ. Кузьма Ярцев хӑй санротӑран тухса вӑрманалла, шаларах кӗни ҫинчен, унта пӗрер кун ирттернӗ хыҫҫӑн, ҫӗрле, фронтран кайма ӗмӗтленни ҫинчен каласа пачӗ. Унран чи хӑрушӑ ӗҫсем тӑвасса кӗтме ҫеҫ пулнӑ. Ну, нимӗҫ майри пынӑ, апла та капла, акӑ эпӗ пӗтӗмпех кунта! — тенӗ пулас. — Шӑтӑкне чавса ҫитерсен, ҫавӑн витӗр паратпӑр, — тетӗп. Хулпуҫҫи ҫинче пуҫӗ ҫук чухне вӑл чӗрӗ пулма пултарайман пулӗ. Валька эсӗ-и? Сире йытӑ туласа тӑкма пултарнӑ вӗт. Макара ятламалла тӑвас, тесе ҫеҫ ҫырса хучӗҫ. Ҫакӑнпа ӗҫӗ те пӗтрӗ. Ҫил ҫурҫӗрпе хӗвел тухӑҫӗнчен вӗрет, вӑл тикӗсех мар. — Святой Патрик! — тенӗ вӑл, ҫав тӗлӗнмелле япаласене алӑран ӳкерсе. Алтарь пусми ҫинчен Монтанелли аялалла, тинӗс пек хумханакан ҫынсем ҫине пӑхрӗ. Хӗвел анӑвӗн айккисенчи вӑрӑм пӗлӗтсем, утравсем тейӗн, тӳпен симӗс шывӗсенче тӑсӑлса выртаҫҫӗ. — Вырӑнна кай! Куратӑр-и — вилетӗп, ҫапах хуйхӑрмастӑп… Ҫакна манне — турӑ шута илетех… Мадрид. февруарий уйӑхӗн вӑтӑрмӗшӗ. Вӑл кашни кунах, ирхине ирех, пӑшалпа ухутана тухать. Акӑ халь эсир те, хӑвӑрӑн вӑйӑр ҫитнӗ таран, ҫав ӗҫе тытӑнӑр. Атте пире хамӑра хамӑр епле тыткалас енӗпе ӑс парассишӗн те мар, вӗрентсе кӑларассишӗн те мар, ятлӑ ҫынсемпе ҫыхӑнусем тытма хӑнӑхтарассишӗн ытларах тӑрӑшать. Ҫак тупӑ хӑйӗн сарлака ҫӑварӗпе хӑрушшӑн курӑнчӗ, ун ҫӑварӗнчен темиҫе пин вилӗм пӑхса тӑчӗ. Сивӗ юнлӑ шуйттан! — Лампа сӳнтермеллеччӗ те кравать айне кӗрсе выртмаллаччӗ-и?» Том хӑй Эмми Лоренса шутсӑр хытӑ юрататӑп тесе шутлатчӗ. Халӗ пӗр самантлӑха ҫеҫ юратнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Ҫав хӗрача хӑйне юраттӑрччӗ тесе, Том темиҫе уйӑх хушши тӑрӑшнӑ. Окунев аллинчи шӑнкӑрав калама ҫук хытӑ шӑнкӑртатать, унӑн сассине илтсе, чарӑна пӗлми калаҫма юратаканскерсем те шӑпланчӗҫ. Ну, эпӗ сана час тӑн кӗртетӗп-ха, пӗтӗм айванлӑхна пӑчӑртаса кӑларӑп. Вӑл шӑпланчӗ, вара, шухӑша кайса, хӑйне ҫеҫ каланӑ пек кала пуҫларӗ: — Кунта эпӗ хӗрӗх ҫул пурӑнатӑп ӗнтӗ, паллах тӑван ҫӗршыва та манма пуҫларӑм, ҫапах та вӑхӑт-вӑхӑт ӑна калама ҫук тунсӑхласа ҫитетӗп. — Йӑлтах йӗркеллӗ. У, пӗлетӗп эп сире! Ара, сехете сутма пулать… Эпӗ медицина службин генерал-лейтенанчӗ вӗт. — Апла сирӗн шутпа хӑйне хӑй юратни мӗн вӑл? — терӗ Нехлюдов, мана вӑл кӑштах йӗрӗнчӗклӗн кулнӑ пек туйӑнчӗ. Манӑн юлашки сӑмахсем ытла вырнаҫусӑр тухрӗҫ иккен; вӗсем сиввӗн илтӗнессе асӑрхаманччӗ те эпӗ, каярахпа тин вӗсем пирки манӑн ӳкӗнмелле пулчӗ. Анчах ҫак сӑмахсене илтсен, вӑл алӑка шалт! хупса хӑварчӗ те, эпӗ унӑн йӗм тӗпне вӗри шыв янӑ пекех пӳртрен чупса тухса кайрӗ. 4-мӗш Украински пачах урӑхлаччӗ: ятлать, анчах хӑйӗн куҫӗсенче шеллени палӑрать, вӑл мар — эсӗ ху ӑна ятланӑн туйӑнатчӗ. Анчах та эпӗ пуҫа усса, урайнелле тинкерсе пӑхса, юпа пек хытса тӑтӑм. — Панулмипе мироедсен (куштансен) ӗҫ тухмарӗ, — терӗ Ромаҫ. Феничка малтанах унтан ютшӑннӑ; пӗррехинче, каҫалапа, ыраш пусси урлӑ выртакан сукмак ҫинче ӑна тӗл пулсан, Феничка, ун куҫӗсем умне пулас мар тесе, эрӗмпе утмӑл-турат пусса илнӗ ҫӳллӗ те ҫӑра ыраш ӑшне кӗрсе кайнӑ. Мӗн тӑвӗҫ вара вӗсем ун чух? Ҫаксене пурне те епле те пулин хӑвӑртрах тӑвасчӗ. — Нивушлӗ эсир, Мак-Набс, туземецсене пурне те цивилизациленнӗ тесе шутлатӑр? Маршӑн пуҫламӗш сассисем вӗҫсе хӑпараҫҫӗ. Хӗрарӑмсем!» — кӑшкӑрчӗ Ромашов ӑшӗнче темле тискер те чӑтӑмсӑрла пылак хавал. Ку ҫеҫ те мар, кайнӑ чухне вӑл вӗсене пӗр татӑк сухари те паман, пӗр грамм ҫӑнӑх хӑварман. Ҫапах та Дик, кирок мӗн пуласран, Негорӑна сӑнаса тӑма тӗв турӗ. Ҫак минутра вӑл хыпаланса чавнӑ тарӑнах мар окоп курчӗ. Тутар каччӑ тусем хушшинчен таврӑннӑ: аул ларнӑ вырӑн пуш-пушах юлнӑ, амӑшӗ ҫук, тӑванӗсем ҫук, ҫурт-йӗрӗ ҫук, пӗр йывӑҫ анчах тӑрса юлнӑ. Дунай шывне вӑл лайӑх пӗлет; пӗтӗм фронт епле ҫапӑҫнине тата 4-мӗш Гвардейски арми епле ҫапӑҫнине вӑл халӗ куҫ-кӗретӗнех курать; унта пулнӑ хӑйне ҫывӑх кашни ҫын мӗн тунине, мӗн каланине курать те илтет те вӑл. Вӑл ҫав тери хӑвӑрт ҫӳрет, утса пынӑ чухне сике-сике илнӗн туйӑнать, тӑтӑшах пӗкӗрӗле-пӗкӗрӗле темӗнле курӑксем тата-тата илет те вӗсене хӗве чикет, темӗн мӑкӑртатса е ман ҫине, е манӑн йыттӑм ҫине шӑтарас пек тӗлӗнмелле пӑхать. — Туртса илетӗр-и? Юлашки кунсенче эпӗ ҫавӑн пирки нумай шухӑшларӑм. Каҫӗ ӑшӑ, ҫырма енчен сулхӑн хӑпарать, хутор ыйха кайнӑ, кӑнтӑрлахи ӗшенчӗк ӗҫсем пӗтнӗ. Юратура — ӑна тӳреммӗн те тӳрккес пӗлтерӗшпе пӑхсан — кирек хӑҫан та тискер енсем пур, вӗсем вара ҫунат кӑмӑллӑ, нервӑллӑрах ачаш чунсене яланах асаппа намӑслӑх кӳреҫҫӗ. Ҫурт патӗнче самантлӑха юрӑ чарӑнчӗ, тепӗр самантран урӑххи пуҫланчӗ. Вӑл. Ҫӗрле вӑл хӗр тунсӑхӗ пирки ҫывӑрайман, стена ҫине ларнӑ вӑрӑмтунасене туфлипе пистолетран пенӗ пекех ҫапнӑ. Мӗншӗн? Ну, вара эпӗ чӑмса тухрӑм та тискеррӗн уласа йӗрсе ятӑм. Ҫакӑн пек кун пур япала та тӗксӗм ҫуттӑн курӑнать, нимӗн те хӑй тӗсӗпе йӑмӑхса ҫуталса курӑнса лараканни ҫук. Пӗтӗм тӗнчене лӑпкӑ йӑваш ҫутӑ витсе тӑрать. А. Фон-Гумбольдт Колумбире Гуахар патӗнчи икӗ пин те пилӗкҫӗр фут тӑсӑлса каякан пӗр ҫӗр хӑвӑлне тӗпчесе пӑхнӑ, унӑн мӗнпур тарӑнӑшне виҫсе пӗлеймен пулсан та, ҫапах та вӑл ҫавӑнтан ытларах тӑсӑлман пулас. Унтан Егор мӑйне сасартӑк вӑйлӑн хускатса пуҫне каялла ячӗ те хыттӑн:— Пултараймастӑп, — пӗтрӗ!.. — терӗ. Чутласа паллӑ турӗ, хуйӑрне касса хӑйпӑтнӑ тӗле кӑранташпа «Г. К.» тесе ҫырса хучӗ, унтан йывӑҫ сӗткенне юхтарса выртакан чӗрӗ турпаса урипе аяккалла тапса ывӑтрӗ те чӗлӗм туртма ларчӗ. (Эпӗ нихҫан та аннепе сывпуллашмасӑр, унӑн пилне илмесӗр ҫывӑрма выртманччӗ.) Майор часах унӑн алтуни ҫинчи ӳчӗ хӑпаланса тухнине, браслет евӗр тин ҫеҫ юхса аннӑ юн йӗррисем пуррине асӑрхарӗ. Вилес умӗн вӑл мана мӗн калама хушса хӑварчӗ? Чӗрене хуйхӑ кӑна тултарса тӑманнипе эпӗ хама курайми пултӑм, ытти туйӑмсене пытарма тӑрӑшрӑм; ҫакна пула эпӗ чӑнласа мар, ячӗшӗн ҫеҫ хуйхӑрнӑ пек пулса тухрӗ. Эсир унпа канашласа пӑхма пултаратӑр, — эпӗ ытла хаклах ыйтмӑттӑм. Ҫак пӳлӗмсенчен Европа шӑпине те пӗр хутчен мар тата-тата панӑ. Биль Галлей — ӗҫме юратакан ҫын, тӑрпалтай, анчах ӑна эпӗ куҫран ямастӑп, ҫӗрӗн ҫывӑхнелле ӗҫсем хӑрушланса кайсан, суднона хамӑн алла илетӗп эпӗ. Прорывран эпир, хаклӑ юлташсем, тухатпӑрах, факт! Вӑл ман ҫине ҫав тери мӑшкӑласа пӑхакан куҫӗсемпе сӑнаса тӑрать, вӑхӑтран вӑхӑта унӑн пичӗ ҫинче темӗнле кулни туйӑнать. Совет халӑхӗ Ҫурҫӗрте хӑй хуҫа пулса тӑни ҫав аслӑ шухӑшсен тупсӑмӗнчен пӗри ӗнтӗ вал. Вилнӗ-ши ҫав ҫын? — Ҫакна кам пенине пӗлнӗ пулсан, — терӗ вӑл, чул муклашкине илсе, — вӗрентӗттӗм эпӗ ӑна чулпа перкелешме! — Кам вара вӑл Павлов лейтенант? Вӑл питӗ пӗчӗккӗ пулнӑ, ҫынран хӑрама та пӗлмен. Шурӑ Кашкӑр ӑна ачашласа хӑлхи хыҫӗнчен хыҫса илнӗ, вӑл вара кушак пек мӑрлатнӑ. Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнма килӗшетӗп! Тыткӑна лекнисенчен чи юлашки ачине будкӑна тӗртсе кӗртсе ячӗҫ те, алӑк урлӑ сӑлӑп хурса, пысӑк ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ. Ҫак самантрах, пӗр вӑтӑр утӑмра, пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ. Иккӗмӗш хут та пычӗҫ — кӑштах хамӑр персе янӑ «трассӑна» ҫакланатчӗҫ. Пуринчен ытла Беранжен ҫак сӑмахӗсем ман асра тӑрса юлчӗҫ: — Савӑк пурӑнӑҫ науки — Простой ҫыншӑн йывӑр мар!.. Чӑлӑш-чалӑш кӗрӗклӗ ҫын тротуар ҫинче сивӗ атӑ кӗллисемпе ташлакалать. — Шутне эпӗ французсем майлӑ тӑватӑп. — Ман ҫинчен? Нумайччен авӑрать-ха эппин вӑл, ак ҫак арманти пек. Хӑҫан вӑл шӳт тунӑ, хӑҫан чӑннипе калаҫнӑ — Фома ҫакна ӑнлансах пӗтереймен. Вӑл ҫӳллӗ пӳллӗ те типшӗм, тимӗр пек ҫирӗп сывлӑхлӑ, хитре сӑнлӑ сарӑ ҫын, хӑйӗн чӑн-чӑн ҫулӗсенчен 10 ҫул ҫамрӑкрах курӑнать. Унӑн ырханкка хул пуҫҫийӗсем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ, сӑмса тутри чӑмӑртаса тытнӑ алли кулнипе пӑчӑртанса тухакан куҫҫульне шӑлма туртӑнать. Унта куҫлӑх, кӗсьене чиксе ҫӳремелли аякран кӑтартакан труба тата ытти вӗт-шак япала пурччӗ. Мӑнтӑр пыйтӑсем пекех вӗсем, ют ӳт-пӳ мӗн чухлӗ нумайрах пӑсӑлса юхӑнать, кусем те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах ҫие-ҫие кӳпӗнеҫҫӗ. Тӳмӳне вӗҫертсе кӑтарт-ха! Килнисемпе сиввӗн ыталашса уйрӑлсан, Половцев малти пӳлӗмӗн алӑкне яри уҫса ячӗ те ҫенӗкре чӗтресе тенӗ пек тӑракан Яков Лукичӑн куҫӗсемпе тӗл пулчӗ. «Ҫавах мар-и вӑл, Петруша, — тет анне мана хирӗҫ. Эпир хамӑра Исландине ахаль курса ҫӳреме юратакан ҫынсем пек ҫеҫ кайнине кӑтартрӑмӑр. — Мӗнле мӗнпе-ха, мучи… Анчах та ҫынсем ҫӑлӑнчӗҫ пулсан та, икӗ кӗпҫеллӗ пӑшала, хамӑра тӑрантаракан кухньӑна путарчӗҫ. Амӑшӗ кӑртах сиксе илсе чарӑнса тӑчӗ. Хаяррӑн шатӑртатнӑ сасӑ янраса кайрӗ те, машинӑпа пӗрлех пӑтранчӑк та ҫӑра лӗп шыва чӑмнӑ евӗрлӗ пулса, пӗр самантрах пурте куҫран ҫухалчӗҫ. Асӑрханарах ҫӳрӗр… Ҫӗр ҫул, пин ҫул иртет, ҫӑлтӑрлӑ тӳпе малтанхи пекех Ҫӗр ҫийӗпе чаплӑн сарӑлса тӑрать, тепӗр темиҫе миллион ҫултан кӑна вӑйлӑ телескоп витӗр сӑнакан астрономшӑн (Ҫӗр ҫинче ҫынсем татах пурӑнаҫҫӗ пулсан) пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ. — Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑнччӗ… Чиркӳ священниксене авланма ирӗк паманнишӗн питех те кӳренмелле ӗнтӗ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ ывӑнса, выҫса пурӑнни ахаль иртсе кайма пултарайман, ӑна Томпа Бекки часах туйрӗҫ. Полици пирӗн пӗр адрес пирки те пулин иккӗленсе асӑрхама тытӑннӑ пулсан, вӗсене халех улӑштарас пулать. Халь ӗнтӗ голова каллех чарӑнчӗ. Ҫакӑн пек ҫынна ҫын теме юрать-и? Майор ҫав монархӑн ятне пӗлесшӗн пулчӗ, вара Жак Паганель Перигорскӑн тахҫанхи адвокачӗн, господин де Тонненӑн ятне питӗ хӑпартланса кайса асӑнчӗ. «роман» тенӗ ӑнлавпа манӑн пуҫра ирсӗр, аскӑнчӑкла истори ҫинчен ӑнланасси таччӑнах ҫыхӑнса тӑратчӗ. A tierra! — янӑраса каять Эль-Койот сасси, хӑй вӑл пырса ҫитекен юланут умнелле ыткӑнать. Кондрат хывӑнмасӑр-тумасӑр, хунар сӳнтермесӗр, каҫах выртрӗ. Халь вӗсене «Гейша», «Под двуглавым орлом», «Продавец птиц» вальссене пар. Ҫапла темиҫе минут иртрӗ, — кӗтӗмӗн тӳссе ҫитермелле мар тапхӑрӗ. Самолёта кирлӗ курс ҫине илсе тухса, ҫӗр каяллах шуса юлса пынине курса, вӑл хӑйӗн расчёчӗсене лӑпкӑраххӑн, тӗплӗн шутласа туса пычӗ. Анна Сергеевна унӑн ҫамкине чуптуса илчӗ. Апла ку шыв ҫулӑмпах хӗмленсе ҫунакан вучахран сирпӗнсе тухать иккен. Ку Лиденброк профессорӑн пӗтӗм теорине хирӗҫ пырать. Пӗр-пӗр праҫникре чиркӗве кайма тӳр килсен, Солоха пурҫӑн кӗпе тӑхӑнать, ҫиелтен кӑн-кӑвак юбка, умне катан пиртен ҫӗлетнӗ саппун ҫакать. Юбки ҫинче, хыҫалта — ылтӑн тӗслӗ хӑюпа ҫӗлесе тунӑ хӗрес пекки курӑнса тӑрать. Ну? Малтанах вӑл сасӑсем амӑшне пӗртте пырса тивмерӗҫ, вӗсен юхӑмӗнче вӑл янӑраса тӑракан пӑтравлӑха ҫеҫ илтрӗ. Пӗр вӑхӑтра унӑн витисенче вӑрланӑ лашасем тытса усрани ҫинчен те сӑмах ҫӳрерӗ. Вӑл темиҫе тӗрлӗ те питӗ ӑста кулма пултарать; раснах ӑна хӑй ют ҫынӑн сӑмахне итленӗ чухне унӑн тута хӗрринче выляса тӑракан вӑтанчӑк та лӑпкӑ кулӑ килӗшет. Акӑ патша мана тӗл пулать те: ку аманса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫын кам? — тесе ыйтать. Артур пӗр самантлӑха алӑк умӗнче чарӑнчӗ, итлесе тӑчӗ. Ҫуртра шӑп, ӑна никам та кансӗрлес ҫук. Тепӗр чухне королӗн унччен ҫапӑҫусенче ҫӗнтернӗ нумай ҫap начальникӗсем хӑйсен вӑйӗсене пӗрлештерсе запорожецсене хирӗҫ тӑма хӑтланса пӑхаҫҫӗ. Якова ку тӗлӗнтермен, вӑл ӗнтӗ нумайранпа ҫак хӗрлӗ-сарӑ Митя ытларах та ытларах йӗрӗнмелле ҫын пулса пынине курнӑ, анчах Яков ҫав хӗрлӗ-сарӑ ҫын шанчӑклӑ пулманнине пуринчен малтан хӑй асӑрханинчен тӗлӗнчӗ тата уншӑн кӑштах мӑнкӑмӑлланчӗ те. Ҫав каҫах эпӗ Чӗмпӗре ҫитрӗм. Унта пӗр талӑка чарӑнса тӗрлӗ япаласем илме Савельича хушса янӑччӗ. Трактире чарӑнтӑмӑр. Эпӗ лайӑх кочегар, начарах мар монтер пулнӑ. — Пур, пур. Ӗҫҫыннисене лайӑх пурнӑҫ туса парасшӑн тӑрӑшсах вилнӗ. Федосеев ҫинчен эпӗ илтнӗччӗ ӗнтӗ, вӑл ҫамрӑксен питех те усӑллӑ кружокне организациленӗ, тетчӗҫ. Хура Сухал та Флинт умӗнче ача ҫеҫ шутланать. Кӑвакарчӑнсен мӑйрака ҫук. Кирек мӗнле пулсан та, эпир чӑннипе камсем пулнине пӗр-икӗ кунтан сире пӗлтермех тиветчӗ, акӑ мӗншӗн пӗлтерме тиветчӗ: Половцев таҫта сирӗн хуторта сулланса ҫӳренине профессилле туйӑм систерет мана… — Эсир ӑна хӗнесе пӑхӑр-ха. Мӗн пулма пултарӗ-ши? Хула урамӗ тӑрӑх ялсенчен илсе килнӗ сӑвакан ӗне кӗтӗвӗсене хӑвала-хӑвала иртеҫҫӗ. Тӗлӗнмелле пулсан та — ырӑ! Сире мӗнле чӗнеҫҫӗ тата? Николай Антоныч хӑй тӑванӗ ҫинчен калаҫнӑ чух кирек хӑҫан та тӑванне хисеплес кӑмӑлпа тӑнине астутарасшӑнччӗ эпӗ, анчах вӑл мана калама памарӗ. — Том, апла пирӗн ҫу каҫипех шыраса хӑтланмалла пулать вӗт. Вӑл Алексей умне черкке лартса пачӗ. — Ахалех, тӑлӑх арӑм патӗнче паян хӑнасем пур, унӑн кулленех хӑна вӗт… Ӑна ҫав еннелле кайма малта нимле чӑрмав та пулман пулмалла. Хӗр Давыдов ҫине пӑхать, унпа калаҫать, анчах именни ҫаплах иртсе каймасть унӑн; вӑл асаплӑн хӗрелет, унӑн йӗтес шӑммисем те хӗрелсе кайрӗҫ, хӑлхисем вара кӗп-кӗрен пулчӗҫ. Вӑл пӗр-пӗр айванлӑхшӑн ҫулӑхӗ те Печорина, дуэле чӗнӗ… чимӗр-ха: вӑт ҫавӑ кирлӗ… Унтан, юлташӗсем енне ҫаврӑнса, Уэлдон миссис: — Халӗ вара, тусӑмсем, ҫӳлти турӑран хамӑра валли вӑйпа хастарлӑх ыйтӑпӑр! — терӗ. — Павел аптрамасть! Сывӑ. Вӑл унта пирӗн староста пекки. Начальствӑпа калаҫать, ытти чух та хушкалать. Чӗркуҫленсе ларса, йыттине ыталаса илчӗ: — Ан ҫиллен эс! Анчах эпӗ ют ҫын шухӑшӗсене астусах ҫитерейместӗп. Казбич ҫеҫ утне утланнӑччӗ, халӑх хушшинче хӗҫӗпе сулкаласа урам тӑрӑх эсрелӗ пек ҫаврӑнкаларӗ. Икӗ хресчен пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ирхине эпир вӑл пенӗ вырӑна тупрӑмӑр. — Анчах кала-ха эс чи малтан, ӑҫта эпир? — терӗм эпӗ штурмана. — Саша салам каларӗ! — терӗ амӑшӗ. Ҫавӑнпа та эсир пӗрне-пӗри ҫыртма та, кӑшлама та пултараймастӑр пулмалла. — Эсӗ ҫапах та пит йӑпӑлтатма вӗреннӗ-ҫке, Флоринда! — А «Дункан»? — тесе ыйтрӗ Айртон, унӑн сассинче темӗнле интонаци сисӗнчӗ. — Ну, паттюшка, — хистекен сӑнпа ҫаврӑнчӗ вӑл ман енне, — реххетленсе ларса ҫитет сана. Пуллӑн хӑйӗн сӗткенӗ пур, — терӗ Кирюха. Паллах, ку питӗ лайӑх илтӗннӗ: Вена, 10, Мюнцергассе, вилла «Маркитта». Кимӗрен йӑраланса тухрӗ, Лось пичӗ ҫинчи простыне сирчӗ, унӑн куҫ хупанкине ҫӗклесе пӑхрӗ, чӗри ҫумне хӑлхипе тӗршӗнчӗ. Хулана куҫса кайма хатӗрлене пуҫларӗҫ, унта, Арбатра, пирӗн ҫурт пурччӗ. — Кӗрӗр. — Унтан, Давыдовпа Нагульнов еннелле ҫаврӑнса: — Сирӗн патӑра эпир мӗнле те пулин пулӑшу парас тесе килтӗмӗр, эсир ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ. — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ хӗр, мустангне тӑрук чарса. Ну? Хуҫа пахчин решётки хыҫӗнчен, Персия шалӗнчен ҫӗлетнӗ халат тӑхӑннӑ Андрей Андреевич улпут курӑнчӗ. Аллине хаҫат тытнӑ… Пӗчӗк старик Павела темиҫе хут та чарса лартрӗ, ӑна темскер ӑнлан-тарчӗ, пӗринче кичеммӗн кулса та илчӗ — Павел ӑна нимӗн чӗнмесӗр итлерӗ те каллех ҫирӗппӗн, лӑпкӑн малалла каларӗ, судьясен ирӗклӗхне хӑйӗн ирӗкне пӑхӑнтарса, хӑйне итлеттерчӗ. Шкапсем айӗсенче, кладовойсенче выртса ҫӳрекен кӗнекесене туртса кӑларса темиҫе хут вула-вула тухрӑм, вӗсене пӑхмасӑр калама та вӗрентӗм. Апрелӗн 5-мӗшӗ ҫитрӗ. Ҫапла кавалькада вӑрман чӑтлӑхӗ витӗр вӑраххӑн малалла каять. Вӑл чарӑнса тӑчӗ те, аллине ҫӗклесе ӑнланмалла, мӑнкӑмӑллӑн каланӑ пек туйӑнчӗ: — Си тю савэ у же те мен… Вӑл кунта килсе, хӑйне Корытовпа яланлӑха мар ҫыхӑнтарчӗ вӗт-ха, — вӑхӑтлӑха кӑна вӑл кунта килчӗ. Килессе те вӑл, тӳрленес, ура ҫине тӑрас, май пулсан, каллех хӑй юратнӑ ӗҫе тума тытӑнас тӗллевпе килчӗ. Ирхине апат хатӗрлемелле-и? Манӑн ҫемье пысӑк, тӑватӑ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗр. — Михайло тесе вӑрҫаҫҫӗ пире, мужиксене! — терӗ Яков хуллен, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр. Вӑл портрет рамине сӑнаса ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Унӑн чунне тукмакпа ҫапсан та кӑларма ҫук… — Кай та хӑвӑн валли кӑкӑрлӑ икӗ саппун ил. Тепӗр сехетрен Павел Петрович, урине бинтпа лайӑх ҫыхнӑ хыҫҫӑн, вырӑн ҫине выртрӗ. Лось имшерленнӗ аллисене ҫӗклерӗ те тир-сӑран стена ҫинелле ыткӑнчӗ, ӑна аллипе тӳнклеттере-тӳнклетере чӑрмалать: — Вӑл сывӑ, чӗрӗ! — Намӑс-и?.. Вӑл килте сайра пулать, пирус туртма хӑнӑхрӗ, — ку вара пысӑк капӑрлӑх вырӑнӗнче шутланать, — сӑнӳкерчӗк урлӑ пӑхса, пӗрмаях тем те хаваслӑ кӗвӗсем шӑхӑрать. Ӑна темскер хумхантарчӗ пулас. Унӑн тӳрккес те лӑпкӑ питӗнче темӗнле хӑватлӑ шанчӑк палӑрчӗ. Ку тепӗр чухне ҫын нимӗн тума аптранӑ, сехӗрленсе ӳкнӗ чухне ҫуралакан шанчӑк пулчӗ. Унӑн ватӑ чӗри ҫамрӑк ҫынӑнни пек вӑйлӑн тапма пуҫларӗ. Анчах сӑмахне ҫирӗп тытакан Яков Лукич кӑмӑл-туйӑмне кирлӗ таран хытарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл куларах та, кӑштах йӗрӗнерех хуравларӗ: — Ырӑ господасем, пирӗн, казаксен, хӑнана камӑн та пулсан хӑналанас килнӗ чухне мар, хуҫа чӗннӗ чухне ҫӳреҫҫӗ. Вӑл та илтеймерӗ курӑнать. Унӑн шухӑшӗсене темле паллӑ мар шикленӳ пӑтратса тӑчӗ. Эпӗ вӗсемшӗн судье мар вӗт. Хурсем пулсан, халь апла ҫурҫӗр ҫитеймен-ха. Хӑш чухне амӑшӗ: Павела нумай тытса тӑраҫҫӗ, судне час тумаҫҫӗ, тесе ӳпкелешет. Тен, эпӗ сире кансӗрлерӗм пулӗ? — Мӗн япӑххи унта, — терӗ Дубков, Володьӑна куҫ хӗссе, — сире мӑнакка патне чей ӗҫме чӗнни япӑх-и вара? — Тӗлӗнмелле япала. Хӑпартланупа тав куҫҫулӗ — реххетлӗх куҫҫуле — ялтӑрать Суламифӗн шуранка та илемлӗ пичӗ ҫинче. Пропеллерсем ӳлеҫҫӗ. Щукарь, ҫак ҫын ӑна хӗрхенсе калаҫнине курса, хӑйсах ҫапла ыйтать: «Каласамччӗ, Игнатий Порфирич, мӗне пула вӑл ҫапла ытла та хӑвӑрт ырханланса кайрӗ-ха? Юрать-ха, тепӗр енче тӗксӗм ҫутӑ курӑнса кайрӗ, хайхи мана алӑк евӗрлӗ пӗр хушӑ тупма та ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Патак ҫинӗ… упӑшкасӑр пуҫне нимӗн те курман, хӑранисӗр пуҫне нимӗн те пӗлмен! Унтан, катӑркас тӗми хыҫӗнчен, хура путек тир ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ, шинель пуставӗнчен ҫӗлетнӗ ӑшӑ курткине йӳле янӑ пӗр этем тухса тӑчӗ. Ҫапах та вӑл хӑй рольне питӗ лайӑх ирттерчӗ, эпӗ вара Иван Павлыча пӗр кулмасӑрах: вӑл лайӑх артист пуласса ӗмӗтлентерет, терӗм. Пӗр уйӑх хушшинче тин ҫеҫ тӗк-ҫӑм кӑларма тытӑннӑ ҫамрӑксем те ҫав тери тӗрекленсе, улшӑнса кайрӗҫ, чӑн-чӑн ҫитӗннӗ арҫынсем пулса тӑчӗҫ. Халиччен вӗсен сӑн питӗнче ҫамрӑк ҫыннӑн ҫемҫе кӑмӑлӗ палӑрса тӑнӑ пулсан, халӗ хаяррӑн та вӑйлӑн курӑнакан пулчӗҫ. Вӑл та Николай Антоныч пекех, анчах урӑхларах. — Пӑх, Петро, халех ак сан умна чиперкке тухса тӑрать; вӑл мӗн тума хушать, пурне те туса пыр, унсӑрӑн ӗмӗрлӗхех пӗтетӗн!» — Мӗншӗн вара, атте? Килне вӑл хӗпӗртесе тавӑрӑнӗ-ши е йӑлтах супса килӗ-ши? Эсир юрлатӑр, анчах вӑл темех мар, пулсах ҫитеймест-ха. — Эпӗ! — шанӑҫлӑн каланӑ Щуров. — Унӑн чунӗ типнӗ, — тенӗ мисс Сетби. Вялов Артамоновсем патӗнче ӗҫлеме пуҫлани ҫирӗм ҫул ҫине кайсан, Наталья Тихонӑн менельник кунне уншӑн уйрӑмах чаплӑ палӑртма шутларӗ. Вара вӑл, хайӗн хулӑн пӳрнисемпе урайне шаккаса тата хӑйӗн самӑр пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелесе, Оленина йӗкӗлтеме пуҫларӗ. Шӑп та шай ҫакӑнта курнӑ та ӗнтӗ Ливингстона темиҫе чура сутуҫи. Ирхине вара эпӗ хулара пулнӑ… Эсӗ ак ливольвертпа ҫак ман пӗтӗм пурнӑҫа пӑсса янӑ шуйттан качакине персе вӗлер-ха ак, вара эпӗ саншӑн виличченех турра кӗлтӑвӑп, Макара юратнинчен те япӑх юратмӑп. Тӗлӗннипе, пуҫне хыҫса, хӑйӗнчен хӑй ыйтать: «Мӗнле ҫынсем кусем? Ӑнсӑртран и, е юриех-и Флоринда хӑйӗн ҫамрӑк улпут хӗрӗн пит хытӑ пытарса усракан кӑмӑл-шухӑшӗсене пырса тивнӗ. Атӑл ҫийӗнче кӗрхи хура пӗлӗтсем купаланса тӑраҫҫӗ. Ҫак самантра вӑл хапха патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. «Чи малтан, вӑл илемлӗ мар, — шухӑшларӑм эпӗ, — кунсӑр пуҫне вӑл ахаль хӗр ҫеҫ, ҫитменнине тата эпӗ унпа ытла та яланхилле паллашрӑм; лешӗ тӗлӗнмеллескер пулать, эпӗ ӑна ӑҫта та пулин тӗлӗнмелле вырӑнта тӗл пулатӑп; унсӑр пуҫне тата ку ҫемье мана хам халиччен нимӗн те курманнипе кӑна килӗшет, — вӗҫлерӗм хам шухӑша, — унашкаллисем, ахӑртнех, яланах пулаҫҫӗ, вӗсене эпӗ пурнӑҫра питӗ нумай тӗл пулӑп». Анчах вӑл мана палланипе кӑна хӑй пирки эпӗ мӗн шухӑшлани ҫинчен сасартӑк пурне те пӗлме пултарайманнине те, унпа паллашнинче вӑтанмалли нимӗн те ҫуккине те ҫийӗнчех чухласа илеймерӗм. Лешӗ, оборона схемипе лараканскер, Волошин майор чӑрмантарнӑшӑн кӑмӑлсӑрланса, хӑй кӑмӑлсӑр пулнине пытармасӑр, темиҫе хутчен те пуҫне ҫӗкле-ҫӗкле пӑхнӑ. Чӗлхи унӑн ҫивӗч. — Ҫапла ҫав. Анчах эсир ҫакна пӗлетӗр вӗт: хулари халӑха иезуитсене хирӗҫ тӑратас тесен, пирӗн уҫҫӑнах калаҫмалла пулать. Апла пулсан, эсир цензурӑран епле пӑрӑнӑр-ха? Унтан вара кӑҫал ҫуркунне, Каблешков килсе кайнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑк яш-кӗрӗм темле мухтавлӑ ӗмӗтпе ӑсран каясса ҫити пӗр харӑс ҫӗкленме хатӗрленнине кура тӑркачӑ, арӑмне теплерен ҫакӑн пек сӑмах хушса хучӗ: — Ӑҫтан пӗлен? — Вӗсене ҫунат анчах ҫитмест, — терӗ майор. Анчах, ҫавӑнтах вӑл лӑпланса, хуллен кӑна ҫапла каларӗ: — Кунта судьясем те, палачсем те ҫук, Айртон. Анчах Ковычка каллех калаҫма тытӑнчӗ те, Кораблев, урӑх ман ҫине пӑхмасӑр, Ковычка каланине тем пек тимлӗн итлеме тытӑнчӗ. Виҫӗ сехет иртсен, тӗссӗр курӑклӑ ҫеремсемпе пырса, Колла ятлӑ фиорда ҫавӑрӑнса иртрӗмӗр. Тавра кайнӑ ҫул тинӗс таппи урлӑ каҫассинчен кӗскерех те ҫӑмӑлтарах пулчӗ. — Пӑрҫа. Малта пыраканнин вӑрӑм ҫула килсе тарланӑ ӑйӑрӗ пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ. — Мӗншӗн? Анчах та ӑна начальник вырӑнне шутласах кайман, ун ҫинчен — вӑл граждански ҫын, авиацине ӑнсӑртран килсе лекнӗ, вӗҫес ӗҫре нимӗн те ӑнланаймасть, тенӗ. Мӑйӗ мӗнле хытӑччӗ… — Ырӑ аттемҫӗм! Аркадий хӑвӑрт ашшӗ енне ҫавӑрӑнчӗ те, ӑна питӗнчен хыттӑн чуптурӗ. Павкӑн куҫӗсене куҫҫуль хупласа илчӗ. Тӗрӗс мар-и, тухтӑр? Анчах ку минутлӑх туйӑм кӑна пулчӗ. Ҫак туйӑма тата вӑл ҫуратнӑ тарӑхӑва пула эпӗ кӗҫех хам ҫав обществӑна кӗменни питӗ лайӑх тесе шутлӑ пуҫларӑм, хам тавра йӗркеллӗ ҫынсенчен уйрӑм ушкӑн тума шут тытса, Б. Граф, 3. барон, Р. князь, Ивин тата ҫавӑн евӗрлӗ ытти господинсем ларакан виҫҫӗмӗш сак ҫине пырса лартӑм, вӗсенчен эпӗ Ивинпа Б. графа ҫеҫ паллатӑп. Анчах ҫак господинсем ман ҫине епле пӑхнинчен хам ку обществӑна та юрӑхлах маррине туйрӑм. Эпӗ хам тавра мӗн-мӗн пулса иртнине пурне те сӑнама пикентӗм. Хӑш-пӗрисем пит ҫирӗп сип-симӗс ҫулҫӑллӑ пулаҫҫӗ. — Ҫаплах ӗнтӗ! — кӑшкӑрчӗ капитан. Ҫав ҫутӑ пайӑркипе каймалла пулсанччӗ! Морис аялалла пӗшкӗнсе, йӗри-тавра пӑхса илнӗ. Анна Сергеевнӑпа Базаров хушшинчи калаҫу нумая тӑсӑлмарӗ. Вӑл шухӑша кайма, тӗлсӗр ответлеме пуҫларӗ, юлашкинчен Базарова залӑна куҫма чӗнчӗ; унта княжнӑпа Катяна тӗл пулчӗҫ. Эпир унпа ун-кун ҫинчен сӑмах сӳтме тытӑнтӑмӑр… Пан урапа тӗпне вырттӑр, эпӗ ун ҫине кирпӗч хурӑп. — Эй, Лям! — кӑшкӑрчӗ вӑл йыттине ҫав тери янӑравлӑ хӳлӑн сасӑпа, унӑн сасси вара таҫта аякри вӑрманта та янӑраса илтӗнсе кайрӗ. Унтан мучи пистунпа перекен, казаксем флинта текен, пысӑк пӑшалне хулпуҫҫи ҫине хучӗ те ҫӗлӗкне хывса ҫӗклерӗ. Лашине вӗҫертсе, Кольхаун йӗнер ҫине сиксе хӑпарса ларнӑ та хӑй Эль-Койотӑн хакали патне килнӗ ҫултан пачах урӑх еннелле кайнӑ. — Ҫук, тӑванӑм! Павел вӑл пӑхнине асӑрхарӗ, ӑна хӑйӗн тумтирри ҫапла пулни чылаях хурлантарчӗ. Унӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ тӗксӗмрех тӗслӗ сӑн-пичӗ, тӗллӗн-тӗллӗн шатраллӑскер, пӗрре пӑхсах мана килӗшрӗ. Ҫаран ҫинчех Бойчо пирки те сӑмахлама тытӑнчӗҫ, Ровоама хаджи ҫав Бойчона ҫапӑҫса вилнӗ терӗ. Стайка чунтан-вартан пӑшӑрханса Радӑна курчӗ те унӑн сӑнӗ-пичӗ шурса кайнине асӑрхарӗ, Бойчо вилӗмӗ ҫинчен ытла ҫӑмӑллӑн калакан хӗр-манаха Рада чӑтма ҫук курайми пулчӗ. — А… а… о… о… — илтӗнчӗ ҫак самантра ҫыран хӗрринчи хӑмӑшран тытма ӗлкӗрнӗ мӗскӗн нимӗҫӗн сасси. — Вунҫичӗ проповедник! Часах вара вӗсен туйӗ пулса иртнӗ. Чӑн та, вӗсем час-часах питӗ ҫӳллисем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсен ҫулҫисем пысӑк, чечекӗсем хӗрлӗ, тутлӑ шӑршлӑ, анчах вӗсене тупма ҫӑмӑлах мар. Оленина йывӑртан йывӑр пулса пычӗ. Анчах вӑл хӑвӑлсем эпӗ халӗ тӗлӗнсе пӑхса тӑракан тӗтреллӗ те пӗлӗтлӗ, электричество ҫуттипе ялтӑртатакан темӗн пысӑкӑш тинӗслӗ ҫӗр хӑвӑлӗпе танлаштарсан мӗнех вара? Мӗскӗн хӗр текех чӑтса тӑма хал ҫитереймерӗ. Тепӗр пилӗк минут иртсенех лашасем ишме пуҫларӗҫ. Вӑйлӑ юхӑм вӗсене сехете ҫирӗм миль хӑвӑртлӑхӗпе ыткӑнтарса пырать. Унсӑр пуҫне тата ҫырӑва арӑм тӑршшӗпех темле ахаль чухнехилле мар ҫырнӑ пек туйӑнчӗ. — Савнӑ шевалье, принцсем ҫапӑҫасшӑн мар. Мункун утравӗ ку. Ку тӗлте урӑх утравсем ҫук. Кашнин чунӗнчех хӑйне герой туса хума пултаракан ырӑ хӗлхем пур; анчах та вӑл хӗлхем ывӑнать, пӗрмай йӑлкӑшса тӑраймасть — вилӗм саманчӗ килсе ҫитет, вара вӑл ҫап-ҫутӑ ҫулӑмпа хыпса каять те аслӑ ӗҫсене ҫутатса кӑтартать. — Пӗлетӗр-и мӗн, Алёша… — Лодыжкин мучи, мучи тетӗп, пӑх-ха, фонтанра ылтӑн пулӑсем!.. — Моксеньор, пирӗн ҫине тапӑнчӗҫ… — терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтра хӑш-пӗр чухне Степан Бояркин шавлакан ҫынсене кӑшкӑрса та пӑрахкалатчӗ. Хавхаланса кайса вӑл хӑй умӗнче арҫын ача тӑнине те манса каятчӗ, тӗреклӗ аллипе мана пиҫиххирен тытатчӗ те, пӗрре хӑй патнелле туртса, тепре аяккалла тӗртсе, хумханса кайнӑскер, хитрен, хӗрӳленсе те ҫамрӑкла калатчӗ: — Этем ӑсӗ хӑй шухӑшласа кӑларнӑ чӑтлӑхсенче аташса ҫӳрет, шуйттана пӑхӑнса тӑраканскер, вӑл этем чунне, турӑ халалласа панӑскере асап кӑтартса, усал кашкӑр пек аташса ҫӳрет! — Букет ҫыхатӑр-и? Пӗри, салху сӑнне-питне пӑхсан, хуҫалӑха йӗркеллӗ пӑхакан ҫын пек туйӑнать те, управдом пулмалла, вӑтам ҫулхи ҫын, тепри ҫамрӑкскер, пуҫне чипер картуз тӑхӑннӑ, сӑпайскер, ӑна эпӗ домоуправленире курсаттӑм. — Эсӗ хӑв арӑмун миҫине шутласа пӑх… — Юлташсем! — калаҫма пуҫларӗ хохол, хӑйӗн ҫемҫе сассипе халӑх кӗрленине хупласа. Машинӑсем йывӑррӑн кӗмсӗртетнине, пӑс хӑватлӑн хашлатса тухнине тата пралуксем кӑштӑртатнине ҫын сассисем хупласа хучӗҫ, ҫак сасӑсем шӑв-шавлӑ ҫавра ҫил пек пулса тӑчӗҫ. Вӑл ҫакна майсӑррӑн тунӑран ӑнсӑртран пирӗштин сӑнне ӳкернӗ ман турӑша, кроватӗн юмантан тунӑ пуҫӗ ҫумне ҫакнӑскере, лектерчӗ, вилнӗ шӑни те шӑпах ман пуҫӑм ҫине ӳкрӗ. Тӑваттӑмӗш Вильгельма-и? Алӑк патӗнче кӑна пӗр чӗмсӗр часовой тӑрать. — Лекрӗн-и? — мӑшкӑлласа ыйтрӗ манран приказчик. Параднӑй пӳлӗмсене ытла та ҫап-ҫутӑ ҫутатни тата хысна ҫурчӗсенчен нимпе те уйрӑм мар капӑрлатни малтанхи вӑхӑтра ҫамрӑксене хӑюсӑрлатнӑран, Дерпт студенчӗпе темиҫе ҫӑмӑхҫахсӑр пуҫне, пурте стена ҫумне ларса тухрӗҫ, Дерпт студенчӗ вара, жилетне йӳле янӑскер, кашни пӳлӗмрех тата мӗнпур пӳлӗмсен кашни кӗтесӗнче пӗр вӑхӑтра пулма ӗлкӗрнӗн, пӳлӗмре унӑн янӑравлӑ, ырӑ, шӑплана пӗлми тенорӗ кӑна илтӗнсе тӑнӑн туйӑнчӗ. Ҫапах та вӑл Алексей патне ҫыру ҫырса ячӗ, ҫитменнине часах ҫырчӗ. Сутакан ҫын, пылак сӑмахсен шывӗ ӑшне путнӑскер, старик пит пӗлнинчен тӗлӗнсе кайнӑскер, хисеплесе ыйтать: — Хисеплӗ ҫынӑм, иконӗ мӗнле вара? — Пӗлместӗп. «Пушӑ алӑпа таврӑнсан, тӗнкене илӗҫ манӑнне» тетчӗ. Апла вӑл мана курман. Ҫапла-и? Эшелон куҫран ҫухалчӗ, поезд ҫитсе тӑчӗ. Тавтапуҫ сире уншӑн, — терӗ Говэн. Ҫав хушӑра мганнга хӑй тупӑшне, арӑслан хӑй пысӑк ҫӑварӗпе качака путеккисене йӑтнӑ пек, ҫӑмӑллӑн йӑтса пычӗ. Ун чухне тӗттӗмччӗ вӗт-ха. Паҫӑртанпах тапак хутаҫҫине шӑршласа выртатӑп. — Мал бех во братии моей… но ума имамы…! Манӑн ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ чурӑсла чӗмсӗрлӗхе сасартӑк мӗнле те пулин этем сасси евӗрскерпе чӑтмалла мар пӑсас килсе кайрӗ, эпӗ ыйтрӑм вара: — Мӗнле шутлатӑн эсӗ, Ярмола, ӑҫтан ҫак териех ҫил паян? — Ҫил? — пуҫне ӳркевлӗн ҫӗклесе, хирӗҫ сас пачӗ Ярмола. Воропаевӑн ҫак хӑйӗн ӗҫӗнче нихӑҫан та иккӗленсе курман ҫамрӑк врач патӗнче питӗ сываласси килсе кайрӗ. Урапа ҫинче лайӑх тумланнӑ ҫын ларать, хӑй чӗлӗм туртать, ман ҫине пӑхать. — Калӑр-ха, — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен: — эсир дачӑшӑн мӗн чухлӗ тӳлетӗр? Эпӗ, Пугачева пӗччене хӑварса, урама тухрӑм. — Мӗн тӑвас тата? — ыйтнӑ Фома, шӑл витӗр кулса. Ҫамрӑк бурсак вӗриленсе кайрӗ: вӑл хӑйӗн вӑйлӑ аллипе хӑюллӑнах кайри кустӑрмаран ярса тытрӗ те кӳмме урапине чарса лартрӗ. Ҫав кун ӑна амантнӑ пулсан, вӑл ыратнине те туйман пулӗччӗ тен. Кайса шыраса пӑхам-ха… — терӗ. Эпӗ вӗсем ыйтнине хавасах тума килӗшрӗм те вӗсене темиҫе кулӑшла фокус туса кӑтартрӑм, ҫакӑнтан вӗсем пит тӗлӗнсе кайрӗҫ. Сӑвӑс та ҫав минутра хӑйне мухтаса хисепленӗ пекех шутларӗ. Анчах вӑл ҫапла шухӑшлани малтан нимӗне те ӑнланмасӑр шухӑшлани пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл аяккалла кайма шут тытсанах, Том, ӑна булавкӑпа чиксе каялла ҫавӑрса, унӑн ҫулне урӑх еннелле кӑтартса ячӗ. Анна Дмитриевна именийӗ пысӑк мар, пурӗ те ҫӗр чун ытларах кӑна, савӑк пурӑннӑ вӑхӑтсенче вара вӑл тӑкаксем нумай тунӑ, ҫавна пула салука темиҫе хут хывӑннӑ имени, тӳлес сроксем иртсе кайнӑ пирки, аукциона сутӑнассинчен ҫӑлӑнма пултарайман. Анчах ҫавӑнтах, паҫӑр Шлейферша патӗнче пулнӑ евӗр, пӗтӗмпех-пӗтӗмпех сӗрлесе те кӗрлесе кайрӗ, йынӑша-йынӑша ячӗ, вырӑнсенчен сике-сике тӑчӗ, куҫкалакан, кӑшкӑракан темле ула-чӑла ҫӑмха пулса ларчӗ. — Батальон пӗтӗмпех кунта, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ сержант. Такӑшӗ чухласа илчӗ: — Капансем ҫунаҫҫӗ! Ҫӗнӗрен тупнӑ ҫӗрӗн хӗррисем малтанласа унта-кунта ҫеҫ татӑк-кӗсӗкӗн, пӗрре те ӗненмелле мар сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫитӗнӳ пире хаваслантарчӗ. Анчах сасартӑк тӗме ӑшӗнче пистолет шартлатрӗ те, ман хӑлха ҫинчен пуля шӑхӑрса иртрӗ, мӗскӗн Том Редрэт тайӑлчӗ, унтан пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе ҫӗре йӑтӑнса анчӗ. — Ҫавӑнпа-ҫке эпӗ кӗҫӗр ӳсӗрнине илтрӗм, — терӗ Арина Власьевна. «Дункан» ишсе кайни Элен Гленарван чунӗпе йӑваш, ырӑ тата харсӑр хӗрарӑм пулнӑ. Ҫынсен тӗксӗм кӗлеткисем, сасартӑк ҫаврӑнса, ун еннелле талпӑннӑ, сулӑ варрине кӗпӗрленсе тӑнӑ. — Мӗн? кулӑшла-им? — ыйтрӗ Шубин: — ироя палласа илтӗн-и? — Кам сана акма памасть-ха? Никита картишӗнчен тухса тарнӑ, Наталья чӗререн татӑлса макӑрнӑ. — Ку вӑл иккен! — терӗ маркиз тарӑхса. Куҫне-пуҫне уҫрӗ!» — терӗ Санин хӑй ӑшӗнче. Шӑтӑк патӗнчен иртнӗ чухне вӑл кулкаласа тӗттӗм шӑтӑка, унтан шӑтӑк ҫумӗнчи шаннӑ курӑк ҫине пӑхрӗ те, халӗ ҫеҫ алтнӑ ҫӗрӗн шӑршине тӑраничченех сывласа киленчӗ. Унтах тата ҫаксем пурччӗ: пӗр футран пуҫласа ҫур ярд тӑршшӗ йӗпсемпе булавкӑсен коллекцийӗ; король майрин ҫӳҫне туранӑ чух эпӗ пуҫтарнӑ ҫӳҫ купи; король майри хӑй кача пӳрни ҫинчен хывса ман мӑй ҫине мӑй ҫыххи пек тӑхӑнтартса янӑ ылтӑн ҫӗрӗ. Пӗрне Брянск патӗнче, тепӗрне Вильнюс леш енче, Вили хӗрринех, лартрӑм. * * * Кичем иртрӗ ку туй: юрӑсӑр, ташӑсӑр, казаксен туйӗнчи шӳтсӗр, ҫамрӑксене хӑш чухне сарӑмсӑр, тепӗр чухне киревсӗр сӑмахсемпе сӗнсе каланисӗр… — Ху пӗлнӗ пек ил. Пурте пӳлӗмри пӗртен-пӗр хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ; вӑл янаххине аллипе тытса диван ҫинче ларать, ыттисем мӗн калаҫнине тимлӗн итлет. — Вӗсем Исландире те, ытти ҫӗрте те ҫук. Халӗ Федотка казакла фасонпа ҫӗлетнӗ ашшӗ картузне тӑхӑнса чупса ҫӳрет-ха, анчах тепрер ҫирӗм ҫултан, акӑ, ҫак ҫӗре вӑл электроплугпа ҫавӑрттарма пуҫлӗ… Чӑнах та Роберт шӳт туман. Пӑртак кайсанах ҫулҫӳревҫӗсем йӗркипе акса тухнӑ мӑйракасен анлӑ хирне ҫитрӗҫ. Анчах ҫак ик ӗҫе пӗрле хушма хатӗррисем нумай та, — эп вӗсем пек мар. Иван Кузмич, хӑйӗн арӑмне тем пек хисеплетчӗ пулин те, служба йӗркипе хӑйне шанса панӑ вӑрттӑн хыпара тем парсан та каласа кӑтартас ҫукчӗ. Тӗттӗмччӗ пулин те, Ромашов хура сӗм витӗрех Шурочкӑн пичӗ, лере, ращара чухнехи пекех, мрамор статуя пичӗ, тейӗн, ӑнланмалла мар шурӑ ҫутӑпа ялтӑранине курчӗ. Ферштеешь? Вӑл сисет сире… сана, — тӳрех каласан, эпӗ сана юратса пӑрахнине шанать, — ку вара пушшех йывӑр, мӗншӗн тесен виҫӗмкун ҫеҫ вӑл кун ҫинчен шутлама та пултарайман тата сана мана ӳкӗте кӗртме хушнӑ — тӗрӗс мар-им? Ку ҫеҫ те мар-ха, вӑл хӑйӗн юлташӗнчен пӗр путлӗ хыпар та пӗлме пултараймасть, вӑл хӑйӗн юлташне те ӑнланайми пулать, мӗншӗн тесен юлташӗ ӑна шурӑ япалана хура тесе, вӑрӑммине кӗске тесе ӑнлантарса паракан пулать. Ҫапла ӗнтӗ, ҫынсем пурте суйма пултараҫҫӗ тенине вӑл ҫакӑнтан ытларах ниепле те ӑнланма пултараймарӗ. Августӑн юлашки кунӗсенче Севастополе каякан ҫырма-ҫатраллӑ мӑн ҫул тӑрӑх, Дуванкӑпа Бахчисарай хушшинче, ҫӑра та вӗри тусан мӑкӑрланса тӑнӑ вӑхӑтра, ерипен ҫеҫ офицер урапи кӑлтӑртатса пынӑ (темӗнле, уйрӑммӑнах расна урапа вӑл, ытти ҫӗрте ниҫта та ҫук ун пек урапа, жидсен урапи майлӑрах теме те, вырӑссенни пекрех теме те, корзинка майлӑрах теме те пулать ӑна). Пӗррехинче ҫав старик пӗччен виҫӗ Грэнджерфордпа тӳрӗ чунпа ҫапӑҫнӑ, ҫур сехет хушшинче вӗсене ҫӗнтернӗ. Хӗр ҫапла кулнине кура Вакула, кирек хӑҫан та, ухмаха ерес вӗҫнех ҫитет. Николай сӑн-пичӗ кӑртах сиксе илчӗ. Эсӗ унпа пӗрле кай унта. Кӗҫех пикник вӗҫленчӗ. Яланах, дикарьсен киммисем карап патне тупӑран персе ямаллах ҫывхарса ҫитсенех, судно ҫинчи артиллери вӗсене персе вӗлернӗ. Ливингстон — аҫа ҫаптӑрах ӑна! — кӳлӗ таврашӗнчи вырӑнсене тӗпчесе пӗтернӗ, халӗ Анголӑна ҫул тытать, теҫҫӗ. Каҫ ҫывхарса килет. Зельцер хирӗҫ калама тӑчӗ, анчах эсаул, аллине ҫӳлелле ҫӗклесе, ӑна ҫурӑмӗнчен саламатпа тӑсса илчӗ. Вӗсем хирӗҫ пулнинче ҫын тиркемелли таврашӗ, малтан шутласа хуни ним те пулман. — Акӑ мӗн!.. Этем хӑйӗнчен хӑй хӑрама тытӑнать… вӑл икке уйӑрӑлать — пӗри судьи пулать, тепри айӑпли. Ҫав пӗрпеклӗх кичемле пулса пыма пуҫларӗ, вӑл ҫеҫ те мар, тата темле шикленес шухӑшсем те кӑларса пыратчӗ. Вӑл салтак евӗр е сывлама чарӑннӑ ҫын пек тӳрӗ тӑрса утать, аллисем те унӑн патак евӗр усӑнса аннӑ, утти темле чӗрӗ мар, вылямалли тетте салтаксен утти евӗр туйӑнать — чӗркуҫҫийӗсем пач хуҫланмаҫҫӗ, вӑл вӑрӑммӑн яра-яра пусма тӑрӑшать; губка пек мӑкӑллӗ лавҫӑпа мучи икшер утӑм тунӑ ҫӗрте вӑл пӗр утӑм ҫеҫ тума ӗлкӗрет, ҫавна май пуринчен те хулленрех тата ыттисенчен юлса утнӑ пек туйӑнать. Хӑй выртакан вырӑнӗ тавра тӑракансем те ӑна хӑрушӑ портретсем пек курӑнчӗҫ. Ҫак Zoé, е, тӗрӗсрех каласан, Зоя Никитишна Мюллер, хитре, кӑштах чалӑш куҫлӑ, вырӑсланнӑ нимӗҫ хӗрӗ; унӑн сӑмси вӗҫӗ ҫурмаран уйрӑлса тӑрать, пӗчӗк тутисем ҫӳхе те хӗрлӗ, хӑй сарӑ ҫӳҫлӗ, мӑнтӑркка. Уҫӑ сывлӑш ҫинче манан пуҫ ҫавӑрӑнма пуҫларӗ. Врачсем хӑпарса тӑнӑ санитарнӑй машинӑсем, темиҫе вездеход тата лётчиксем таврӑнасса кӗтсе тӑнӑ ҫынсем пурте халь аннӑ самолёт патнелле ыткӑнчӗҫ. Ҫук: пӗр ҫамрӑклӑх кӑна мар. Мӗншӗн тесен хӑватлӑ сӑмах вӑл янракан пӑхӑр чан пекех, — святой кӗлле чӗнекен чан сассине хуласем, ялсем, чаплӑ чул ҫуртсемпе хӑлтӑр-халтӑр йывӑҫ ҫуртсем аякранах илччӗр тесе, маҫтӑр ку чана хаклӑ та таса кӗмӗл нумай хушать, ҫавӑнпа вӑл хытӑ янӑрать: хӑватлӑ сӑмах та ҫак чан сасси евӗрлех хытӑ янӑраса аякка сарӑлать. Елена кӑштах палӑрмалла хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ те, Инсарова киле кайма ирӗк панӑ пек, куҫӗпе алӑк ҫине кӑтартрӗ. Темле ӑнланмалла мар кулса илсе, Островнов хирӗҫ ним те чӗнмерӗ. Шалый сӗтел патне пычӗ, унӑн куҫӗ Давыдовӑн кӑмӑллӑн ялкӑшакан куҫӗпе тӗл пулчӗ, вара вӑл, кивелсе сарӑхнӑ хут татки ҫине аран-аран чӗркелесе ҫырнӑ заявленине тӑсса парса, ҫапла каларӗ: — Рекомендаци паракансем ҫук вӑт манӑн. — Санӑн хӑвӑн ӗҫӳсем пирки педагогсен ларӑвӗнче каласа памалла пулать. Вӑл Пойндекстер старикпе тата ҫав вырӑнти пӗр виҫ-тӑватӑ чаплӑ ҫынпа пӗрле малта пынӑ. «Пымастӑп» тени Антон Прокофьевича тӗлӗнтерсех ячӗ. — Ан ман, Андрей Петрович, Б. князе манран та салам кала, вӑл Петрушӑна ырӑ тӑвасса амӑшӗ шансах тӑрать, тесе ҫыр, — терӗ анне. Мӗскер каларӑр? Мӗншӗн тесен вӗсен ҫиес килет — ҫавӑнпа! Мӗн пулнӑ сана? — шӳтлеме пӑрахса, пӑшӑрханса та лӑпкӑн ыйтрӗ Давыдов. Ҫулсерен Атӑлта тата Окара тӗне кӗртни! Сӑнӗпе вӑл повар тӗслӗ, тумӗпе вилнӗ пуян ҫынсене масар ҫине ӑсатма тара тытакан факеллӗ ҫынсенчен пӗрин тӗслӗ пулнӑ. Халӗ, йӑпатакан Серафим вилнӗ хыҫҫӑн, Артамонов тӑлӑха юлнӑ чечук арӑмӗ Таисья Параклитова, миҫе ҫултине пӗлмелле мар, ырхан, ӳссе ҫитеймен хӗрача пек, качака евӗрлӗ хӗрарӑм патне йӑпанма ҫӳренӗ. Сасартӑк тӳпере, ҫиҫӗм пӗлӗт хушшинче ҫиҫсе илнӗ пек, ҫак шӑв-шавра уйӑрса илмелле сасӑсем те илтӗне пуҫларӗҫ. Малтан кайса пӑх-ха, леш ют улпут халӗ те ҫывӑрать-и е вӑраннӑ. — Каҫӗ мӗнле! кӗмӗл тӗслӗ, тӗттӗм, ҫамрӑк каҫ! Шӑп, Гек пӑшӑрханса кӗтрӗ. Халь ҫеҫ кӑшкӑрчӗ-иҫ вӑл сире пӗлетӗп тесе. Ҫылӑх каҫарттарма мӑнастире кайнӑ кунхи ырӑ кӑмӑл йӑлтах пӗтрӗ, ун ҫинчен пуҫӑмра тӗтреллӗ ырӑ асаилӳ кӑна сыхланса юлчӗ, вӑл та ирӗклӗ пурнӑҫӑн ҫӗнӗ туйӑмӗсемпе ытларах та ытларах хупланса пычӗ. Паян акӑ, тупата, чӗре лӑштах пулчӗ. Илтетӗп: шалта ҫынсем чупкалама тытӑнчӗҫ, унтан ҫутӑ курӑнчӗ. Чӑн-чӑн тамӑк. Анчах эпӗ ҫапах та ӑнлантартӑм. Шубин шартах сиксе илчӗ. — Вӑл пӗчӗккӗ-ха, пӗччен вӑл пур йывӑҫсем ҫинчи ҫырлана та пухса ҫитереймест, — хирӗҫленӗ Пӗччен Бизон. Артамонова хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннине, анчах ҫапах та хӑйне йӑлӑхтарса ҫитернӗ ҫынна, пытарнӑ пек туйӑннӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл, хӑйӗн пӗвӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайне ҫулҫӑ ҫинчен ҫӳлелле хӑпарта-хӑпарта илсе, йӗри-тавра пӑхкаланӑ пек пулать, унтан татах малалла шӑвӑнать. — Ку — хаклӑ япала. Эпӗ: «Вӗренместӗп», терӗм. Вара эпир хамӑр вӗренекен класа кӗтӗмӗр. Вӗри, нӳрӗ аллине вӑл Ромашов енне тӑсрӗ, анчах ун ҫине пӗрре те хӑй умӗнче юратса, юп курса тӑракан интереслӗ юлташӗ евӗр мар, тахҫанхи кичем тӗлӗкӗн хӑнӑхнӑ курнӑҫӑвӗ пулнӑн ҫеҫ пӑхрӗ. Кӑмӑл тусамӑр… Пӗрре няня мана чи ҫӳле илсе хӑпарса кӑтартрӗ, анчах тӗрӗссипе калатӑп, эпӗ кӑмӑлсӑр пулса таврӑнтӑм. Башня ҫӳлӗшӗ, ҫӗртен шутласа, чи тӑррине ҫити виҫӗ пин футран ытла мар. Унти ҫынсем пиртен, Европӑри ҫынсенчен, мӗн чул ҫӳллине шута илсен, кунта ытла тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук. Тӗрӗссипе каласан, ҫак башня Сольсбери соборӗн чан тӑрринчен чылаях лутраччӗ, анчах, паллах, ҫав кашни соборне тӑваканӗсен пӳ ҫӳлӗшне пӗр-пӗринпе танлаштарсан ҫеҫ ҫапла лутра. Полозов айккинелле пӑхса илчӗ. — Хӑрушӑ та мар, анчах ҫынсемшӗн ӑнланмалла та мар, — кам енче-ха чӑнлӑх? — терӗ амӑшӗ хӑюсӑртарах. — Мӗн калаҫатӑн эсӗ, сударь? — пӳлчӗ мана Савельич. Эпир, Петькӑпа иксӗмӗр, хамӑра пӗр тӑвансем тесе кӑтартрӑмӑр. Пӗр тӑвансем иккенне пӗлсен, ҫынсем пире тата ытларах хӗрхенетчӗҫ. — Анчах унтан иртме пулать-ши? — сасӑпа шухӑшларӗ Дик Сэнд. — Мӗншӗн кунта-ха вӑл?» Педагогсен канашлӑвӗ, Николай Антоныч чирленине пула, пухӑнмарӗ. Анчах та Кораблев мана: «Сана урӑх шкула куҫарма пултараҫҫӗ», терӗ. Наталья Савишна урӑх калама пултараймарӗ: вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те вӗри куҫҫульпе йӗрсе ячӗ. Чим, кам ҫурчӗ-ха вӑл? Анчах пирӗн тӑван ҫӗршывсем тӗрлӗ: сирӗн — пан ҫӗршывӗ, манӑн — рабочипе хресчен ҫӗршывӗ. — Ҫулла ак Питерпура каять… академие кӗрет. Лось кӑшкӑрать — сирсе пӑрахнӑ утиялсен хушшинче тӑрать, марля-бинт пичӗ ҫине ӳкнӗ. — Вӑл чӗрӗ, сывӑ! Анчах ачасен пурнӑҫӗнче, темӗскер, хӑйсене пӗрлештерекенни пулнӑ, хӑш-пӗр сехетсенче вӗсем хӑйсен характерӗсен, хӑйсен вырӑнӗсен уйрӑмлӑхӗн ӑнланӑвне йӑлтах ҫухатнӑ. — Эпӗ, Никита Ильич, тепӗр ҫултан сана курма пырӑп, юрать-и? Анчах вӑл хӑйне тӗттӗм виле шӑтӑкӗнчи пек курма, килтен инҫете хӳтлӗхсӗр кайса пӑрахнӑ вилнӗ ҫын пек туйма мӗн тери хытӑ тӑрӑшрӗ пулин те, ҫавнашкал вӑй хурса аппаланни унан кӑлӑхах пулчӗ; вӑл хӑйне нихӑҫан та, нихӑҫан та вилмессӗн туйрӗ… — Эпӗ ниме тӑман япала терӗм, анчах кӑна кулса каламарӑм, эсӗ усӑсӑрах мана ҫиленетӗн. Эх, хӗрӗм, хӗрӗм! Эпӗ пур, ҫылӑхлӑскер, килӗшмӗн тесе шикленсе тӑраттӑмччӗ… Ыран инкек ҫитессе кӗтсех тӑмалла… Ҫавӑнпа ним айӑпсӑр йӑпанӑва — вӑрманҫӑ Ярмолӑна хут вӗрентессине мӗнлерех хӗрӳллӗхпе тытӑннине, паллах, ӑнланмалла ӗнтӗ. Кайӑксем шӑпланчӗҫ, ҫил вӗрмест, анкӑ-минкӗлентерекен шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать. Ах, аннеҫӗм, усал самантра ҫуратса янӑ-мӗн эсӗ мана! — Эпӗ сана йӑлтах, тӗрӗсне каласа парӑп, Миша! Лукашка ҫав вӑхӑтра черкески айӗнчен, хура бешмет кӗсйинчен, премӗксемпе хӗвелҫаврӑнӑш ҫыххине кӑларчӗ. Ҫӗнӗ Зеланди хӑй те нумай пулмасть кӑна вулкан вӑйӗсемпе пулса ларнӑ. — Сирӗн улпутӑр хаяр пулнӑ пулас? — тесе ыйтрӑм эпӗ кӑшт шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн. — Анчах вӑл тахҫанах пулнӑ-ҫке-ха, — терӗ вара, тинех тӗлӗннӗ пек пулса. Лось халӗ уҫӑмлӑ ҫак ӳкерчӗк айӗнче тӳрӗ йӗрсен «картине» уйӑраять, — вӑл курӑни-курӑнми, темӗскерпе шӑлса шупкалатнӑ пек. Вӑл офицерпе курнӑҫса кӑшт калаҫса илчӗ те ҫавӑнпах килӗшрӗ. — Эсир мана тем тесен те ӗненместӗр. Ниепле ӑнланаймастӑп — мӗншӗн пӑрӑнаҫҫӗ? Манӑн вӗсенчен нихӑшне те илӗртсе пуҫӗсене ҫавӑрас килмест, эпӗ вӗсене пурне те сана пама пултаратӑп. — Тавлашмастӑп… Хӑйне пӑхӑнса тӑракан бурсаксене сӑнама тухнӑ консулӑн шӑлавар кӗсйисем ҫав тери тарӑн пулнӑ, вӑл унта ыйхӑласа ларакан хӗрарӑмӑн лавкине йӑлтах вырӑнаҫтарма пултарнӑ. Виҫӗ хутчен Говэна тӗллесе печӗ вӑл, виҫӗ хутчен те тивертеймерӗ. Юлашки хутӗнче вӑл унӑн пуҫӗнчи шлепкине кӑна сирсе пӑрахма пултарчӗ. Ҫула тухнӑ хыҫҫӑн пӗр-икӗ кун иртсен вӑл палуба ҫине пӑтранчӑк куҫпа, хӗрелнӗ питпе, ҫыхланакан чӗлхе-ҫӑварпа, хӑй ӳсӗррине кӑтартакан ытти паллӑсемпе тухма пуҫларӗ. Вӗсем, чуна ҫепӗҫҫӗн сӗртӗнсе, хӑйсене ӑнланма тимлӗх ыйтнӑ пек, анчах вӑл тимлӗхе ыйтсан та илессе шанман пек янӑранӑ… Дик вӗсенчен уйрӑлчӗ те ҫиҫӗм ҫиҫмен самантсенче куҫран тӗксен те курӑнман тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ. — Мӗн вӑл? — шӑппӑн ыйтнӑ Фома. Эпӗ юланутпа ҫӳресе пӑхас тетӗп. Каҫченех эпир вӑрманта калаҫса выртрӑмӑр; эпӗ кӗнекесем вуларӑм, пӗр сӑмахпа каласан, вӑхӑта начар мар ирттертӗмӗр. Никамӑн та «ашӑкла» выляс килмест. Апла пулсан, вӗсем ҫак вӑхӑтра шывпа тулаҫҫӗ имӗш. Тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлӗҫ, вӑхӑт кӑна пар. — Итле-ха, Павлуш, ку пӗлӗт ҫине вӗҫсе каякан таса ҫын чунӗ пулмарӗ-ши? — тесе ыйтрӗ Костя. Мӗн каларӑн эсӗ, э? Пӳрчӗ унӑн чӳречисемпе ҫурҫӗрелле пӑхатчӗ, ҫав енчен пӗтӗм Клисурӑ курӑнать, хуларан тата леререх Стара-планина тӑвӗ ҫӗкленет. Хӗрарӑм ҫине ку таранччен мӗнле пӑхнӑ, ҫавӑн пек пӑхасси те ӗмӗрлӗхех пӗтрӗ ӗнтӗ манӑн. Илья Петрович Артамоновӑн тусӗсем тунӑ пӑлхав урокӗсем те ҫителӗклӗ, халь тата кусем те пуҫлансан… Анчах лавҫӑ лаша хӑвалама пӗлейменни палӑрчӗ те, лаши вара лавҫа хӑй вӗрентме пуҫларӗ: — «Ну!» тесе кӑшкӑр, — хушрӗ Рене-Жан. Ҫак ҫынсем мӗн тери тӑна кӗрсе ҫитнине тата вӗсен пит-куҫӗсем ҫине кӗрен тӗс час кӗрсе ҫитнине пӑхма та тӗлӗнмелле. Ача, сыхланса кӑна утса, ман ҫумранах иртсе кайрӗ. Пилеше ма пустуй хуҫатӑн? Эсӗ миҫе тыркас вӗлертӗн? Ултӑ кун хушши ҫанталӑк кӑнтӑрла тӑтӑшах пӗлӗтлӗ пулсан, пирӗн ҫак тытӑннӑ ӗҫе тепӗр ҫулччен хӑвармалла пулать. Ӗҫлес пулать, факт! — хыттӑн хуравларӗ те Давыдов, кайма тӑчӗ, анчах Лушка, кӑштах именнӗ пек пулса, ӑна тытса чарчӗ. — Алексей Иванович, ӑнланӑр: пире ҫапса аркатнӑ, пӗтӗмпех вӗҫленчӗ. Унтан ӑна хирӗҫ чӗнме васкамасӑр, юлашки хут ассӑн сывларӗ те ҫапла каларӗ: — Хирӗҫ пулмастӑп. Ҫӗршер фут ҫӳллӗшне ӳснӗ улӑп йывӑҫсен тураттисем, ҫыхӑнса пӗтсе, юханшыв ҫийӗн хӗвел кӗмелле мар тӑрӑ пулса тӑнӑ. — Анчах такам пӗри ҫав тухтӑршӑн Клеопатрӑран та ытла макӑрӗ-ха. Эсӗ — мӗскер! Ӗнер каҫ комендант яла ухтарма пынӑ. Староста ӑна вӗсем патне ертсе пынӑ. Ҫурҫӗр еннелле кӑтартакан магнит стрелки! Мадонна, ҫакна шанма та хӗн. Вӑл мана мар, хӑйне-хӑех каласа кӑтартать. — Марья Викторовна-и? Унашкал вӑхӑтсенче вӑл яланах пӗр пеккӗн: «Сывах-и эсӗ, манӑн кӑвакарчӑнӑм?» — тенӗ те сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ, тек вара чӗнменпе пӗрех; тен, хутран-ситрен кӑна, пӗр-пӗр юман пӑрӑс е шестӗрнесем ҫинчен калаҫкаланӑ. Кай кунтан! — тесе кӑшкӑрса янӑ. — Калас пулать тата, ҫак пысӑк упшур апатланнӑ чухне, — терӗ Халл капитан, — ун патне систермесӗр пыма ҫӑмӑл. Вӗсем сахалтарах пулин те, хӑйсем «ҫук» тенӗ сӑмахне пит лӑпкӑн тата хӑйсем тӗрӗс тунине пӗтӗмпех ӗненсе каларӗҫ. Тӑрӑр, тетӗп эпӗ! — Ҫук. Эпӗ сире инкекре хӑварма пултараймастӑп. Ҫӗнтерӳ. Виҫӗ, тӑватӑ, пилӗк минут иртрӗ. Поттер тапранкалама пуҫларӗ, йынӑшса ячӗ. Юлашкинчен Ерофей Кузьмич тӑвӑннӑ сасӑпа ыйтрӗ: — Пуҫтарӑнатӑн апла? — Каяс пулать, атте, — хӑйне хӑй чарсарах ответлерӗ Андрей. — Ну, асту, Андрей! — Ярсан та юрать пулӗ, — килӗшрӗ Андрей, унтан ывӑҫ тупанӗпе сарӑ мӑйӑхне шӑлса илчӗ. — Ӑна персе вӗлеретпӗр. Мӗншӗн? Сасартӑк шӑп пулса тӑчӗ. Лукашка ҫӗлӗкне хыврӗ те ун патне пычӗ. Канав хыҫӗнчен улӑх пуҫланчӗ, малтан типӗскер, унтан нӳрлӗскер, кайран вара пачах шурлӑхлӑскер: пур ҫӗрте те шыв сӑрхӑннӑ, кӳленчӗксем пулнӑ. Эпӗ трубапа кӑшкӑртиччен пытансах ларӑр! — терӗ. Халл капитан кимӗ сӑмсинче тӑрать. Вӑл ҫаплах темскер кӑшкӑрчӗ-ха, анчах ун сасси илтӗнмерӗ, аллине сулкаланинчен ҫеҫ Дик капитан хӑйпе вӗрентнисене тепӗр хут каланине ӑнланчӗ. Андрее хыҫалтан каллех ашшӗн сасси пит уҫҫӑн илтӗнсе кайнӑ пек туйӑнчӗ. — Таврӑнатӑр? Пиллӗкмӗш ҫаврӑмра, манӑн хӗр пӗр енчен тепӗр енне чупса каҫнӑ хушӑра, эпӗ, ҫемме кӗтсе, соло тума хатӗрленнӗ вӑхӑтра, Соня тутине култармасӑр тӑп тытрӗ те айккинелле пӑхма пуҫларӗ. Чӗре хӑвӑрт тапса илчӗ. Ҫурҫӗр ҫилӗ тапранчӗ. Апла пулсан, ӑнлантарса пар-ха эсӗ… Вара ҫавӑнтах Павела полици е фабрика администрацийӗ тӗрӗс мар ӗҫ туни ҫинчен каласа кӑтартать. Уҫӑп — ырӑ кӑмӑллӑ-ши? Вара ҫак пӗчӗккӗ те нӳрлӗ ӑвӑс катинче Ромашовпа эпир иксӗмӗр кӑна тӑрса юлтӑмӑр. — А! Халех пеме пӗлет! Пӑшал сасси янрарӗ. Ку Мери Джейн пулчӗ иккен. Ҫак сӑрӑ сӗмре стена ҫумне таянса, вилнӗ ҫын пекех, пӗр хускалмасӑр ҫывӑракан икӗ ҫынна курма пулать; пичӗсем вӗсен кӑвакарса кайнӑ, хӑйсем ҫине юр витнӗ. Кесарӗ йышӑннӑ. «Эй, эсир, чармак куҫлӑ, ухмаҫ пулӑсем, — ҫурма сасӑпа пуплет Лось, — эпӗ лӑпкӑ, хама туллин ӑнланса калаҫатӑп. — Ой, ашкӑну-ҫке ку! — терӗ староста, чалӑш урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн утса. Максим Михайлович, эсӗ чӗнтӗн-и ҫак? Ладыгин звени персе ҫитрӗ. Эпӗ питех те сӑнран улшӑнтӑм пулас, мӗншӗн тесен вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ; санӑн паян ҫапӑҫмалла пулни ҫинчен пӗлсен, хам та айӑплӑ пулнӑран кӗҫех ӑнран кайса ӳкеттӗм; мана хам ӑнран каяс пек туйӑнчӗ… Унччен те пулмарӗ, сиккипе килекен лаша ури сасси илтӗнчӗ те, ҫунакан вут патне ҫитсен тин чарӑнчӗ. Павлуш, ҫилхерен уртӑнса, лаша ҫинчен ҫӑмӑл сиксе анчӗ. Кайӑксем, тухакан хӗвеле саламланӑ пек, туратсем ҫинче чӗвӗлтетсе лараҫҫӗ. Вара чӑнах та тепӗр ҫирӗм минут иртсенех йывӑҫ пӗр ҫӗре пырса чарӑнчӗ. Ыттисене ху пӑх! Алхасать! Хӑйӗн кӑвак ҫӳҫ пайӑрки шӳрешкеленсе тӑнипе вӑл инкек те хӗн курнӑ ватӑ кайӑк евӗрлех. Епле лекрӗн кунта? Ӑҫтан эсӗ? — Мӗнех вара? Мӗншӗн тесен эпир Уйӑх ҫинче курнӑ вырӑнсене карттӑ ҫинче тупма пултаратпӑр. — Мӗншӗн пулаймасть! — тесе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл калама ҫук хурланса кӗлтурӗ, камран мӗн ыйтса кӗлтунине вӑл хӑй те пӗлмерӗ. Хам каютӑран тухас умӗн эпӗ те хам кӗсъесене ҫавнашкал япаласем чиксе тултартӑм. Мана кам хӳтӗлессине эсир шутлама та пултараймастӑр, курӑр акӑ, сехрӗр хӑпса тухӗ мана ҫавӑн пек тӑвас патне ҫитернипе… — Маслина лартса ӳстерекен «Пионер» ятлӑ ҫӗнӗ совхоз уйӑрса пачӗҫ ӑна. — Фрол Рваный хӑйӗн планне парса татнӑ-и? Вӗсем валли апат киле илсе килеҫҫӗ, ҫав апата вӗсем ӗҫрен пушаннӑ вӑхӑтра ҫиеҫҫӗ. Анчах студентсем укҫа илместчӗҫ. — Ҫуран ҫар офицерӗсем мӗнле, эппин, — терӗ Калугин, — бастионсенче, блиндажсенче салтаксемпе пӗрле пурӑнса салтак яшкине ҫиекеннисем ҫинчен эпӗ, — вӗсен мӗнле пурӑнмалла? Хӑй вӑл казачка пулнӑ. Ӗнтӗ вунҫиччӗре пулин те, вӑл хӗрача пек курӑнать, унӑн мӗнпур сӑнарӗ казачкӑна аса илтерет, ҫав сӑнар казачкӑсен мӗн ачаран пуҫласа сӗм ватӑлса ҫитичченех нимӗн те улшӑнмасть. Кам пӗлет? Тен ыранах большевиксем чакӗҫ те, яра хӑвӑн кашни сӑмаххушӑнах тӳсес пулать. Швабрин, ытти чухне килӗштеререх калаҫма юратаканскер, татсах — юрру санӑн начар, тесе хучӗ. Тепрехинче ҫӗрле, тул ҫутӑлас умӗн, эпир утравӑн тури вӗҫнелле кайма тапратрӑмӑр та сасартӑк курах кайрӑмӑр — хӗвеланӑҫ енчен пӗр пӳрт ишсе анать. — Ҫаплах ан пӑшӑрханӑр-ха! Вӑрманта ирхи шӑпчӑксем чарӑна пӗлми юрлаҫҫӗ. Вӗсем татах Воропаев сывлӑхӗ ҫинчен, ҫурт ҫинчен, ҫанталӑк улшӑнмасӑр тӑни ҫинчен калаҫрӗҫ. Сивӗ. Манӑн ҫав тери ырӑ хыпар пур, санӑн ун пирки хумханса ӳкме кирлӗ мар, савӑнмалла кӑна. Ҫурҫӗр ҫитет — вӑл ҫаплах ҫук, вара ӑшра икӗ туйӑм улшӑна-улшӑна иртет: килессе вӑл килет-ха, анчах вӑл ҫукки мана та, ачасене те асаплантарать, тарӑхтарать. Хир кашкӑрӗсем пӗр вунӑ кашкӑр юланут таврашӗнче сиккелесе, ун хыҫҫӑнах ҫӳреҫҫӗ. Ара вӑл, хӑвах куратӑн пулӗ, Давыдов, ӗлӗк те эпир, темле, колхозсӑрах пурӑнкаланӑ-ҫке, выҫӑ аптраса шыҫӑнман, хамӑр пурлӑхӑн хуҫисем хамӑрах пулнӑ, епле ака-суха тумаллине пире ют ҫынсем килсе кӑтартман… Туса лартнӑ вите кӑшт кӑна ун ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ пулин те, Иван Иванович хӑй кӳреннине палӑртмарӗ; анчах чӗри унӑн хӑвӑрт тапрӗ, тулашӗнчен лӑпкӑн курӑнма тӑрӑшни уншӑн питех те хӗн пулчӗ. Иртнине часах манаймарӑм эпӗ, ӗҫлеме те часах пуҫӑнаймарӑм. Питӗ пӗчӗк радиопередатчикпа приемник пулӑшнипе экспедици ҫынни ытти ҫынсемпе калаҫма пултарать. Ачасем вара чӗкеҫ ушкӑнӗ евӗр чӑл-пар саланчӗҫ, пӗр сас-чӗвӗ кӑлармасӑр. Тыткӑнри ҫын — тавар, укҫа. Киле карчӑк патне каймалли ҫук манӑн: киле пыратӑп, анчах мӗн усси пур-ха? Павел унӑн сӑмахне ыйту парса татса хучӗ: — Мӗншӗн эсир ун ҫине ҫав тӗрлӗ нумай ӗҫ тиесе тултартӑр? — Чим-ха, асна ил-ха. — Решетки вара шалтан уҫӑлать-и? Рада Клисурӑна тухса каясса хӑй те кӗтменччӗ. — Ҫук, вӑл сывӑ! — пӑшӑрханса хирӗҫ тавӑрчӗ хӗр, унӑн сассинче темле ҫирӗп, иксӗлми кӑмӑл янӑрарӗ, ку унӑн сакӗ ҫинче те палӑрчӗ. Вӑрӑсене — тӗрмене, килсӗр-ҫуртсӑр ачасене — колоние, ыйткалакансене — килӗсене ӑсатрӗҫ. Юрату та, сударыньӑсем, мӗн авалтанпах садсенче пулса пынӑ. Петька сывлӑш ҫавӑрчӗ. Пур ҫӗрте те шӑплӑх, борт хыҫӗнчи шыв ҫеҫ шӑпӑлтатать. Европӑри ученӑйсене шалт тӗлӗнтермелли статья пичетлесе кӑларма мӗнлерех чаплӑ материал ку, тен, тӗрлӗ тӗслӗ ӳкерчӗксемпе таблицӑсем кӗртсе лартсан, пӗр кӗнеке кӑлармалӑх та ҫитӗ! Хӑйне ҫынсем ярса тытса хуллен ҫӗр ҫине лартман пулсан, Поттер ӳкнӗ пулӗччӗ. — Чи малтан эпӗ атта хыврӑм та, чӑлха вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлнӑскер, диван ларакан стена патне пытӑм — унта манӑн пӑшалсемпе кинжалсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ — вара халиччен пӗрре те усӑ курман дамасски кинжала, питӗ ҫивӗчскере, вӗҫертсе илтӗм. Уйӑх, ылтӑнланса, ҫеҫенхирелле анать. Лифтра туллиех халӑхчӗ, эпир вара ҫуранах улӑхрӑмӑр, пирӗн утни кӑлӑхах пулчӗ иккен, мӗншӗн тесен вуниккӗмӗш этажа лифтсӑр ниепле те хӑпарма ҫук. — Э-э, цифрсемпе темӗн те кӑтартса пама пулать. — Ӑна кам ӑрӑмлать тата? Куратӑн, тусӑм, манӑн сывлӑхӑм начар, эпӗ чирлӗ тата мана пурте пӑрахрӗҫ. Эсӗ, Джим, ман валли пӗр кружка ром илсе килетӗн-и тен, тӗрӗс мар-и? — тесе ыйтрӗ. «Хуть те вил, а эшелона малалла яр!» Вӑл Егор патне пырса пӗшкӗнчӗ те, унӑн аллине чуптуса, салхуллӑн, хуллен каларӗ: — Юлташӑм, хаклӑ ҫыннӑм, чунӑмҫӑм, тав тӑватӑп, пӗтӗм чӗререн тав тӑватӑп сана, — сыв пул! Анчах ҫавӑнтан вара Катьӑна урӑх никам та курман — чӗррине те, виллине те курман. Мӗнле пуҫланчӗ ҫак кун! Вӑл хӑй тӗллӗн ҫак ыйтусем ҫинчен тата Оленинран мӗн ыйтса илме май пурри ҫинчен те шухӑшларӗ. Автор унта пурӑнма вырнаҫас шутпа ҫӗнӗ Голландие ҫитет. — Хӑҫан тума шутлатӑр-ха эсир ку суту-илӗве? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Российӑран килнӗ чух Инсаров, ҫул ҫинче чирлесе, икӗ уйӑха яхӑн Венӑра выртнӑ, март уйӑхӗн вӗҫӗнче вара арӑмӗпе пӗрле Венецие ҫитнӗ: вӑл унтан Зару урлӑ Серйие, Болгарие ҫитессе шанать; ытти ҫулсем уншӑн хупӑ. — Ун чухне эсир ачаччӗ вӗт! — Пӗр хӗре!… Кӗвӗҫӳ! — Ку пачах урӑх ыйту. Ҫав кунсенче эпӗ хам йышӑннӑ йӑларан пӗрре те пӑрӑнмарӑм. — Курӑпӑр-ха. Тепӗр темиҫе минутран амӑшӗ Людмилӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнче кӑмака умӗнче ӑшӑнса ларчӗ. Вӑл вара ялавпа витсе хунӑ виле ҫине кӑтартрӗ. Мӗншӗн тытса памалла унӑн? — хирӗҫлерӗ Лиза. — Унӑн ачине кам пӑхӗ? — Джонни, эсӗ халех тӑмасан, апат ҫитерместӗп сана! Картсем хуллен кӑштӑртаттаҫҫӗ. Тӑрсан-тӑрсан тин ҫенӗкрен пӗр вунӑ тӑватӑ ҫулхи ача мӗшӗлтетсе тухрӗ. — Анчах Fremden-Loge-не его превосходительство хула директорӗ илнӗ пулсан (seine. Ехсеllehuz der Nerr Stadt Director)… — хӑйса каларӗ кельнер. — Полк ӗнер каҫхине дивизи участокне куҫрӗ. Ҫук, эсир ҫунса каймастӑр, пепкемсем! Кайран суд ӑна тӳрре кӑларнӑ. Аника — салтак, факт! — Пирӗштине ун пек ан мӑшкӑла. Кораблев шухӑша кайрӗ. Ҫурма ҫара кӑкӑрӗсене уйӑрса, мӑйӗнчен унӑн сӑваплӑ ылтӑн уреус уртӑнса тӑнӑ. Халӗ ӗнтӗ килте ларать вӑл, мӗскӗн, унтан тухаймасӑр, ӗлӗкхи вӑхӑтра, революцичченех-ха, шуйттан ал ҫумалли савӑтра ларнӑ пек ларать! Чул сарнӑ пылчӑклӑ урамра лупашкасенче шыва ҫил шӑмпӑртаттарать, ҫӗр ҫулхи йывӑҫсем шавласа авӑнаҫҫӗ, анчах тинӗспе килнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинчи йӗпе-сапа лайӑх пекех туйӑнать. Талькавпа Гленарван рамадӑран чупса тухрӗҫ. Кам пулчӗ унта, Кирияк-и, эпӗ-и? Мӗне пӗлтерет-ха ҫак? Вӑл аран-аран кӑна салтӑнса ӗлкӗрчӗ — унӑн калама ҫук ҫывӑрас килетчӗ. Ҫавӑ ҫав! — ҫиеле тухнипе савӑнать Демка. Анчах Бартелик манман, вӑл ӑна хӑй чӗнсе илсе каять. Ну, лаша та вара! Халӗ ӗнтӗ вӑл шуранка ҫеҫ те мар, темле шап-шурӑ шуралса кайнӑскер, пирӗн умра чарӑна пӗлми табак туртса ларчӗ. — Ҫапла пулмалла та! — илтнӗ вӑл Майкель сассине, Робертс килӗшӳллӗн пуҫне сулнӑ вӑхӑтра. Ҫавӑтса тухса, ҫуна ҫине лартаҫҫӗ. Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм. — Мӗн эсӗ, анне? — Камӑн хута кӗмелле? — ыйтрӗ Рыбин. Шутласа тупнӑ тӑрӑх, пӑнчӑсен температури 4 800 градуса ҫитет. Ку унӑн тавралӑхӗнчен пӗтӗмпе те 1 200 градус кӑна йӑвашрах. Каллех вӑл плантацисене, чурасене, пуянлӑха, обществӑри положение, тепӗр енчен мӗскӗн чухӑнлӑха аса илчӗ. Акӑ ку тӗрлӗ юратӑвӑн формули. Елена кӑштах лӑпланчӗ те хӑйӗн ҫӗнӗ пурнӑҫне хӑнӑхса ҫитрӗ. Ха! Шухӑшламасӑрах ҫӑварне Егорушка кӗпҫе витӗр юхакан шыв пайӑрки тӗлне тытрӗ; унӑн ҫӑварне сивӗ пулса кайрӗ, тата вӑл ҫавӑнтах варӑш кӗпҫи тутине сиссе илчӗ; малтан вӑл ӗҫес килнипех ӗҫрӗ, унтан — ирӗксӗртереххӗн, юлашкинчен — ҫӑварти сивӗ пӗтӗм ӳте куҫса сарӑличчен, шыв кӗпе тӑрӑх юхма тытӑниччен. Трюм пысӑк пулин те, унта тӑваттӑмӗш класс пӳлӗмӗнчи пек, яланах тӗттӗм. Чи тӗрӗсси вара ҫакӑ: паян каҫхине Инженерсен Канашӗн ҫуртӗнче Соацерӑн ӗҫлев халӑхӗн ҫул пуҫӗпе — Гор инженерпа — Тускубӑн татӑклӑ кӗрешӗвӗ пулса иртет. Пӗтӗм ял витӗрех иртме тиврӗ манӑн. Ҫӑмӑллӑн утса кайнӑ вал, анчах ӗнтӗ чӗрчунсен сукмакӗпе мар, ҫав пысӑк асап курнӑ ҫын йӗрӗпе кайнӑ. Вӑл хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсенех козаксем ӗҫе тытӑнчӗҫ. Э, халӗ ӗнтӗ пӗлетӗп ӗҫ мӗнлине: ухмахсем эпир иксӗмӗр те. Суя укҫа хутшӑннӑ пулӗ кунта. Чаплӑн витнӗ ҫивиттисем айӗнчи балконсем ҫинче аристократи ларать. Тӳрех эпӗ нимех те ӑнланаймарӑм-ха, кайран асӑрхарӑм: усал-тӗселтен сыхланма сулахай кӗли ҫине пысӑк пӑтасем ҫапса хӗрес тунӑ. — Ывӑнтӑм… Аха. — Эсир, Ниловна, ӑна ун пек тума ан парӑр! Минтерӗсене тӳрлетӗр. Таврӑнатех-ши тата вӑл? Вӑл тӗкӗр енне пичӗпе ларать, анчах нимӗн те курмасть те, илтмест те, — Тӳпе ывӑлӗн пысӑк алли ӑна ҫурӑмӗнчен ачашлать. Анчах пурӗпӗрех ӗнтӗ. Вуннӑмӗш числара, кӑнтӑрла ҫитнӗ ҫӗре, виҫҫӗмӗш бригада юлашки юлнӑ сакӑр гектар ҫине кукурузӑпа хӗвелҫаврӑнӑш акса хӑварчӗ, вара Давыдов тырӑсем акса пӗтерни ҫинчен парти райкомне рапорт пама ҫийӗнчех района ятарласа юланутпа ҫын кӑларса ячӗ. Мӗнпур унта санӑн, йӑраланчӑк, пар мана. — Ӗҫсем мӗнле? — Вӑл нимех те мар! — терӗ амӑшӗ. Зажигалка ҫинчи пӗчӗк кустӑрмана пӳрнипе пусса кустарчӗ, унтан татах тепре ҫавӑрчӗ — ҫулӑм хыпмарӗ. Вӑл сире кирлӗ те мар вӗт?» Эпӗ фермер патӗнче пурӑннӑ вӑхӑтра яланах ҫак ещӗкре ҫывӑрса тӑрса пурӑнтӑм. Эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренсе пырса хама мӗн кирлине каласа ӑнлантарма вӗреннӗҫемӗн ман ҫывӑрмалли вырӑн канлӗрех те канлӗрех пулса пычӗ. — Каҫарӑр, — тет Антон Пафнутьич, пӑрҫа тӗслӗ сӑкманӗн тӳми йӑллине салфетка тирсе, — каҫарӑр, батюшка Кирила Петрович, эпӗ тухасса ирех тухнӑччӗ те, вунӑ ҫухрӑм та каяймарӑм, малти кустӑрма шини шартах ҫурмаран татӑлса кайрӗ — мӗн тӑвас тетӗн? Мана хӗртен уйӑрса тӑнӑ хушша куҫ хупса илнӗ самантра паркет тӑрӑх йӑкӑртатса вӗҫсе тухрӑм та, урапа шаклаттарса илсе, ӑна ҫирӗп сасӑпа контрданса чӗнтӗм. Жак Паганель, ҫӗнӗ тинӗсе хаваслӑ кӑшкӑрусемпе саламласа, кӑмӑлӗпех Фердинанд Магелланран та кая мар чӳхенчӗ пулмалла; хӑйӗн «Тринидачӗ» Лӑпкӑ океанӑн хумӗсем ҫине кӗрсе кайсан, ҫавӑн пек хавхаланса пӑлханнӑ имӗш Магеллан. «Эпӗ пӗлместӗп», терӗ Иван Никифорович, халтан кайнипе хӑшӑлтатса (вӑл мирлешме хатӗр иккенӗ палӑрсах тӑратчӗ). Анне те ӑна юратать; хайне пысӑка хуман ҫын, тет. Мана ҫав кӑна кирлӗччӗ-ҫке». Шӑлйӗрен майор ӑна ыйтусем пама пуҫларӗ, анчах ун ҫӑварӗн маччисем вут пек ӑшаланса тӑнӑран вӑл сӑмах та чӗнме пултараймарӗ. Географ чӗри ҫулӑмлӑ сӑмахсем калас ӗмӗтпе тулса ларчӗ, анчах хӑй калас тенине вӑл ниепле те хӑйса калаймасть. Эпӗ ҫакна харкашу терӗм, анчах вӑл харкашу пулман, эпир пӗр-пӗрин хушшинче тӗпсӗр вар пуррине кӑна туйса илтӗмӗр. — Сысна! Ман шухӑшпа, ку вара эпӗ миллион ҫул хушши хусканура пурӑннӑ пек пулса тухать. Джон Мангльс пуҫне силлерӗ. Пӗр япала ҫеҫ мана килӗшмест — ку вӑл Володя хӑшпӗр чухне ун умӗнче манӑн чи айӑпсӑр хӑтланусемшӗн нимрен ытла эпӗ ҫамрӑккишӗн именни. Чейне ӗҫсе пӗтермесӗрех, сӗтел хушшинчен тухрӗ. Вилӗ ҫухални ҫинчен тата юн мӗн чул тӑкӑнни ҫинчен калас-тӑк, ҫавӑ вара мана пӗртте ӑнланмалла мар пек туйӑнать. — Самолётсем, — терӗ тахӑшӗ юнашарах. Юлашкинчен, Танюша кӗчӗ те апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Василий Иванович пуринчен малтан тӑчӗ. — Кайӑпӑр, господа! Кичемлерӗм пулсан, ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр та, каҫарӑр. Тен, ман хозяйка сире хамран ытларах пӑхма пӗлӗ. Эпӗ — ватӑ артиллерист, ун пек сивӗ теттесене кураймастӑп. Машинисткӑсем тӑрӑшса пичетленӗ виҫҫӗр ҫыру (пулӑшу ыйтса ҫырнӑ воззванисем, рабочисен пӗрлешӳллӗ организацийӗсенчен пулӑшу ыйтса ҫырнӑ ҫырусем, опроверженисем, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи судсем революционерсем пирки хытӑ мерӑсем йышӑннине хирӗҫ протестлесе ҫырнӑ хутсем) пуштӑ расхочӗсене тӳлеме укҫа ҫук пирки каяймасӑр выртнӑ. Машинӑна мӗнле пӑхса тухни ҫинчен каласа чӑрмантарас та мар. Хайлавупа хастарлӑхун мӗнпур хӑватне кунусене, уйӑхусене, ҫулусене панӑччӗ эсӗ, акӑ вара — аслӑ, тӑна-пуҫа ҫавӑрса яракан тӗлӗнмелле пысӑк хавха: сан аллунта унӑн тутӑрӗ, канфет хучӗ, ӳкерсе хӑварнӑ афиша. Хӑна Воропаев ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, унтан блокночӗ ҫине сулмаклӑн пусса пӑнчӑ лартрӗ. Ҫунатлӑ ҫӑткӑн кайӑка ҫапса лартнӑ юпаран совет Украинипе пансен Польши пуҫланса каяҫҫӗ. (Троекуров Кистенёвкӑна пыни, ӑна епле йышӑнса илни ҫинчен хыпар ӗнтӗ пӗтӗм таврана сарӑлнӑ, унти политиксен шучӗпеле, ку ӗҫ ахалех пӗтес ҫук). Ман юратун малтанхи паллисем мӗнле пулнӑ-ха? Вилес пек юрататӑп. Эпӗ ӑна истори вӗрентнине астӑватӑн-и? — Тӗрӗс! — терӗҫ темиҫе сасӑ харӑс. — Тутӑр пур-и сан? — ыйтрӗ атте. Хула центрне, ансӑр та ҫӑл пек тарӑн урамсене, ҫӗмӗрсе кӗнӗ кӳршӗри дивизи малта пыракан полкӑн командирӗ Голышев аманнӑ пулнӑ та, Горевӑна ӑна пырса пӑхма телефонпа чӗнчӗҫ, мӗншӗн тесен Голышев госпитале кайма килӗшмен. Горева унран инҫетрех мар. Анчах карттӑ ҫинче юнашар тени пурнӑҫра ҫапӑҫупа уйрӑлса тӑнӑ. — Итле… эпӗ сана яра кунах чӗнни ҫинчен ан кала унта. Эсӗ хӑвах шутла-ха, Андрей, ҫав ылханлӑ хӗрарӑм йӑхне пула мӗн чухлӗ лайӑх ҫын шар курнӑ! Мӗнех-ха? Вӗсен ҫамрӑксене воспитани парса ҫитӗнтермелли система чӑнласах та тӗлӗнмелле, вӑл система пирӗншӗн те юрӑхлӑ теме пулать. Огнянов пӗччен тӑрса юлчӗ. — Шалтӑркаса кайнӑ; тата шӑтӑкӗсенчен мӑкӗсем туха-туха ӳкнӗ. Павлюк ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра папахине ҫухатнӑ, унӑн питне ҫапса ҫӗмӗрнӗ, хӗҫпӑшалне туртса илнӗ — вӑл хӑйне хӑй пӗлми урса кайнӑ. Вагон ӑшӗнче сывлама та май ҫук. Пирӗн планета ҫинче пурнӑҫ вилсе пырать. — Фу-у! Эпӗ вуланӑ кӗнекесем пурте христианство, гуманизм идейисемпе, асаплӑ ҫынсене хӗрхенме кирлӗ пирки макӑрашнисемпе тулнӑччӗ, — ун чухне эпӗ пӗлнӗ чи лайӑх ҫынсем те ҫавӑн ҫинченех илемлӗн те хӗрӳллӗн калаҫатчӗҫ. Пурте ҫывӑрма выртрӗҫ, эпӗ, винтовка тытса, ту ҫинчен Флор сӑмсахне пӑхма тесе тухса кайрӑм. Анчах та эпӗ, ҫак самантпа усӑ курман пулсан, хама хам та хисеплеме пӑрахнӑ пулӑттӑм. Ҫаврӑнса шуса анчӗ те вӑл ҫӗрелле, вара тӳрех, ют пахчасем урлах, Тимур патне, юлташӗсем патне, юхан шыв хӗрринелле вӗҫтерчӗ. Воропаев водителе сӑртсем ҫине, Мережковӑн ача санаторийӗ патне улӑхма хушрӗ. Вӑл ҫаврӑнчӗ те камерӑран тухса кайрӗ. — Кӗтмен ҫӗртен персе ҫитрӗ, — тесе кулса ячӗ Рита. Йывӑҫсен айӗнче тӑма та сулхӑн. Андрей вӑрҫӑра чылайранпа ӗнтӗ, анчах вӑл та, полкри салтаксенчен нумайӑшӗ пекех, тискер те хаяр артподготовка хӑрушлӑхне пӗрремӗш хут чӑтса ирттерет. — Эсир тӗрӗс калатӑр! — тесе ответленӗ Барахо. — Ҫапах та кунта килсе тухнӑшӑн пирӗн пӗрре те ӳкӗнмелли ҫук. Ку пӗтӗмпех тӗрӗс. Челкаш чӗнмерӗ, вӑл кашкӑр пек шӑлне йӗрсе тӑчӗ. Ку улӑх вара пирӗн тӑван ҫӗршывӑн Саратовпа Тамбоври пек е тата ытти лайӑх вырӑнсене аса илтерет, вӑл юр кӗрчӗпе витӗннӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче ҫеҫ хӑйсене мӗнле пулӑшу кирлине тата сухаласа хӑҫан пӗтерессине палӑртрӗҫ. Мӗн амакӗшӗн мана сан хӗҫӳ? Пуля кунта ларать тесех шутлатӑп эпӗ. Апла-тӑк, вӗлернӗ пирӗн Изотушкӑна! Ҫавнашкал меслетпех эпир иртен-ҫӳренсен ҫуртне ҫӗр выртма кӗтӗмӗр… Вӑл — пӳлӗмре; эпӗ — лашасем патӗнче… Ҫакӑн евӗрлӗрех япала пулса иртесси ҫинчен тӗлленмен те вӑл. Вӑл хура халӑхран тухнӑ-ҫке-ха. Вӗсене аслӑ материсем ҫинчен калама юрамасть. Огнянов Бяла Черквана каймарӗ, каялла ҫаврӑнса, ҫав трактиртен хӗвеланӑҫнелле вырнаҫнӑ айлӑм вӗҫӗнчи Алтӑнӑвӑ ялнелле уттарчӗ. — Эккей, мӗнле чарусӑр эсӗ! ҫӗрлехи лӗпӗш! — калаҫма пуҫланӑччӗ Берсенев. Андрей Гаврилович вӑл мӗн хушнине лӑпкӑн туса пырать, урӑх никампа та хутшӑнмасть. Анчах XVI ӗмӗрти ученӑйсем ытларах латинла ҫырнӑ. Вӑл хуҫа хӑйне мана мӗн калама хушни ҫинчен васкаса пӗлтерчӗ те ҫийӗнчех хуҫа патне чупса кайрӗ. — Сӑмахран, Елена Николаевна, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Николай Артемьевич. — Елена Николаевнӑна ӑнланса ҫитейместӗп эпӗ, ку тӗрӗс. — Господин Плетнёв. — Кун пек эпир ҫыран хӗррине нихӑҫан та ҫитес ҫук, — терӗм эпӗ. Говит апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсене хушса хӑйӗн лагерне хӗл каҫмаллах тавӑрӑннӑ. Лозневой ӑна хуллен асӑрханса, хыпашласа пӑхрӗ: вӑл чӑнах та вилӗ иккен, унӑн ӳчӗ те сивӗнсе кайнӑ ӗнтӗ. Ҫав хушӑра Жоржетта гравюрӑн пысӑк татӑкне малтан икӗ пая, унтан тӑватӑ пая ҫурса пӑрахрӗ. Тепре куриччен, Павел Михайлов, — ҫынсемшӗн лайӑх тӑратан эсӗ, тӑванӑм! Хӗрарӑмсем кантӑксем умӗнчен хӑпма пӗлмесӗр урамалла пӑхаҫҫӗ, казаксем вӑрттӑн-хӗттӗн ҫатан картасем урлӑ пӑхкаласа юлаҫҫӗ. Унтан шухӑша кайрӗ, пилӗк минута яхӑнах вырӑнтан хускалмасӑр ҫурта ҫумӗнчи ирӗлчӗке хӑйпӑтса тӑчӗ. — Час-час! Утсем ют, хӑмӑт хамӑн мар та, ниҫта чарӑнса ан тӑр, чуптар! тетӗн-и, — тесе калама тытӑнчӗ ямшӑк, тарӑхса ҫитнӗскер. Вӑл сасартӑк хӑйӗн мӗнпур иртнӗ пурӑнӑҫне, походсем вӑхӑтӗнче козаксемпе пӗр вырӑнта тӑнӑ чухнехи тата хаяр ҫапӑҫусенче пулнӑ хушӑра манӑҫа тухнӑ мӗнпур пурӑнӑҫне аса илчӗ, ку асаилӳ вара унӑн хальхи пурнӑҫне хупласа лартрӗ. «Юрать-ха револьвера курак йӑвине пытарса хутӑм. Револьвера тупнӑ пулсан, пуҫ пӗтетчӗ манӑн. — Пратера ҫеҫ илсе кайччӑр пире. Ун чух мӗн калӑр — курӑпӑр-ха. Лаша урине пусмассерен малалла хӗрӗх фут таран илетчӗ. «Юратас килетчӗ» тенӗ сӑмах унӑн ҫӑварӗнчен тухса каймах тӑнӑччӗ, анчах сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ те хӑй те кӗтмен ҫӗртен ӑна «вилес килетчӗ» тенӗ сӑмахпа улӑштарса хучӗ. — Ҫук пуль, урӑх тӗл пулассӑн туйӑнмасть. Трактире кайнӑ чух, ҫул ҫинче, тӗттӗм ҫӗрте такӑна-такӑна, мана хулпуҫҫисенчен тытса, вӑл мӑкӑртатса пычӗ: — Асту ман сӑмаха: ҫынсем тӳссе ҫитереймеҫҫӗ акӑ, хӑҫан та пулин ҫав тери тарӑхса ҫитеҫҫӗ те пурне те аркатма тытӑнаҫҫӗ, — хӑйсен пустуй япалисене тусан туса хураҫҫӗ! Виҫӗ йӗкӗт, кӑвайт умӗнче тӑрса, хуллен калаҫаҫҫӗ, вӗсен урисем патӗнче кӗрӗкпе витнӗ чирлӗ ҫын выртать. Тыткӑна лекнисене пасар хӗрринчи пушӑ будка патне илсе пычӗҫ. Кунта вӗсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне алӑкран тӗрте-тӗрте кӗртрӗҫ. Ҫӗрле хӑмланӑ кӗсре, хӑйӗн йӑмӑх хура ҫилли сӗтпе тулса карӑннине туйса, хуллен кӗҫенсе ярсан, кӗҫеннӗ сасӑ таврара темиҫе ҫухрӑма саланса илтӗнет. «Indulgentiam» текен кӗлле пӗтерсен, вӑл престол патӗнчен пӑрӑнчӗ те епископ вырӑнӗ патне кайрӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна, священниксем хисеплӗн пуҫ тайса, ӑсатса ячӗҫ. Эпӗ ун пек ҫулхи мар, ман характер та… Ну, ҫапах та… Ҫурта ҫутнӑ май Никита хуллен кӑна:— Олешӑн ҫапӑҫусене ҫӳреме кирлӗ марччӗ, — терӗ. Хуҫӑлакан металл кӑчӑртатать, марсиансен кайӑкла сасси чӗвӗл-чӗвӗл, капмар ҫунат сывлӑшалла кӑштах ҫӗкленсе чалӑшрӗ те арканнӑ карап айӗнчен упаленсе тухакансем ҫине шаплатса ӳкрӗ. Эс ман батько пулсассӑн та, кулма тытӑнсан тупата туршӑн тӳпкесе илетӗп!» Джон Мангльс шӑлне ҫыртса вӑйлӑ юхакан шыв ҫине пӑхса пырать. Поезд ҫаплах малалла васкать. Халь ӗнтӗ, куҫса килекенсем ӑсран кайса саланма тытӑнсан, Ӑмӑрткайӑк, Техасран килнӗ ытти ҫынсем пулӑшнипе, майӗпен пурне те хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ. Иккӗшӗ те вӗсем ҫын ҫӳремен ҫулсем, иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен нимрен те кая мар. Эпӗ сержант урлӑ пӗлтӗм. — Тархасшӑн, эппин… мӗншӗн эсӗ пире вӑл вӑйӑпа савӑнтарасшӑн мар-ха? — ҫулӑхрӗҫ ӑна хӗрачасем, — Эсӗ Charles, e Ernest, е ашшӗ пулатӑн, хӑшне кӑмӑллатӑн — ҫавӑ пул, — терӗ Катенька, ӑна куртка ҫаннинчен туртса тӑратасшӑн пулса. Кайса тыт-ха ӑна! «Гольбасто Момарен Эвлем Гердайло Шефин Молли Олли Гу, Лилипутин хӑватлӑран хӑватлӑ императорӗ, пӗтӗм тӗнче халӑхне савӑнтарса тата хӑрушлӑх кӳрсе тӑраканӗ, пилӗк пин блестрег (йӗри-тавра вуник миля яхӑн) йышӑнса ҫӗр чӑмӑрӗ хӗррине ҫитех сарӑлса выртакан ҫӗре тытса тӑраканӗ; монархсен монархӗ, этем ывӑлӗсенчен чи асли, урипе ҫӗр кӑвапи ҫине пусса, пуҫӗпе хӗвеле тӗкӗнтерсе тӑракан, аллине пӗрре сулнипе ҫӗр ҫинчи патшасен чӗркуҫҫине тӑр-тӑр чӗтретсе тӑракан; ҫур кунӗ пек кӑмӑллӑскер, ҫу кунӗ пек ырлӑхлӑскер, кӗр кунӗ пек иксӗлми пурлӑхлӑскер, хӗл кунӗ пек хаярскер. Унӑн аслӑран аслӑ величестви хӑйӗн вӗҫӗмсӗр илемлӗ ҫӗршывне нумаях та пулмасть килнӗ Ту-Этеме ҫак условисене парать, Ту-Этемӗн вӗсене тытса тӑма пулса чаплӑ тупа тумалла. 1. Ту-Этем эпир пысӑк пичет пусса ҫирӗплетнӗ ирӗк паракан грамота туса памасӑр пирӗн государствӑна пӑрахса кайма пултараймасть. Грушницкий ӗнтӗ чылайранпа мана пуҫ таймасть, паян тата пӗр икӗ хутчен ман ҫине самаях чӑрсӑрла пӑхса илчӗ. Эсӗ мӗн тума хушатӑн, ҫавна тӑватӑп. — Ачаш та ҫепӗҫ сӑмахсем вара хӑйсем тӗллӗнех юхрӗҫ. Хальхинче ҫынсене мӗн малтан пуҫласах темле ӑнланмалла мар тунсӑх пусса илчӗ. — Укрепленисем тунӑ ҫӗре, господин полковник! — Эпӗ унӑнне чылайлӑха лӑпланмалӑх юнне юхтарса кӑлартӑм. Пукансене тӳнтерсе, сӗтеле кисрентерсе, — ӑна пула бутылкӑсем чанкӑртатнӑ, пере-пере аннӑ, — купецсем, хуркаллӑ аллисене тӑсса, Маякин еннелле сӗкӗннӗ; савӑнса, хӑпартланса кайнӑскерсен, хӑш-пӗрин куҫӗнче куҫҫулӗ пулнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗре куҫакансем Миссисипи шывӗ хӗрринчен, Луизиана штатӗнчен, килеҫҫӗ. — Шырӑр! Шырӑр! Сасартӑк такам аран-аран илтӗнмелле: «Мя-у! Лугански ҫеҫенхирӗсене-ши? — Ҫапла, эсир кулӑр-ха! Ахаль шыравсем ӑнӑҫсӑр пулни нимне те кӑтартса памасть вӑл. Катастрофа пулнӑранпа икӗ ҫул ытла иртсе кайнӑ вӗт, тата тинӗсӗ те виҫӗ мачтӑллӑ карап ҫӗмрӗкӗсене, вӑл пирвайлӑха рифсем ҫинче тӗреклех ларнӑ пулсан та, нимӗн юлмиччен пӗтерме пултарнӑ. — Ан сӗкӗн хуран патне чи малтан. Хӗвел шӑп кӑна ҫӳле хӑпарса ҫитнӗ, ун ҫути, ешӗл ҫулҫӑ хушшипе сӑрхӑнса, ӗшнене ылтӑнпа ҫуса тухнӑ пек чӑпарлатать. Ак кусене тӑхӑн, — терӗ вӑл, тенкел ҫине тирпейлӗ чӗркесе хунӑ шурӑ ҫухаллӑ матроска тата клёш брюки ҫине кӑтартса. Апла пулсан, ма пӑхас мар, туссем? — терӗ Халл капитан матроссене шухӑш илӗртнине ҫӗнтерме вӑй ҫитерейменнипе. Вӑл кӗтмен ҫӗртен шуралса кайнине Марат лайӑхах асӑрхаса илчӗ. Вавжон, хӑй чӗлхине хӑй шанмасӑр, ответлеймерӗ те, анчах вӑл пир пекех шуралса, сулӑнса кайрӗ. Ну, Валаам укҫана илчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл чиркӗве кайнӑ, унта проповедник ҫапла каланӑ-мӗн: чухӑн ҫынна пани турра пани пулать, ун пеккине турӑ ҫӗр хут ытларах тавӑрса парать. Анчах ҫынсем ҫапла йышлӑн тӑкӑнни харама каймасть мӗн! Кунта пӗр ырӑ ӗҫ те ахаль пӗтмест, козак чапӗ пӑшал кӗпҫи ҫинчи тусан пӗрчи вӗҫсе кайнӑ пек ҫухалмасть. Капитан ҫав вӑхӑтра хӑйӗн пистолечӗсене авӑрларӗ те пӗрне, ӑшшӑн кулнӑ пек, темӗн пӑшӑлтатса, Грушницкие тыттарчӗ, тепӗрне мана пачӗ. — Колхозӑн вӑл!.. — антӑхса кайсах кӑшкӑрать Демка. Ҫанталӑк чӑтма ҫук шӑрӑх тӑратчӗ. Эпӗ, выҫӑпа аптраса ҫитнӗскер, пуҫ ҫаврӑннипе ҫӗре ӳкрӗм. — Ну, чуптар эппин, выля. Сулӑ, майӗпен чӳхенкелесе, кашни самантрах шунӑҫемӗн шуса пынӑ, — ҫакна кура Фома хӑйне темӗнле кӑмӑллӑн ачашлакан туйӑмпа чӳхеннӗ. Мӗн вара ку? Капланса килнӗ шухӑшсем Симурденӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне хускатрӗҫ. Хӑш-пӗр чух шухӑшсем тӑвӑл пекех, ытла та хӑвӑрт капланса килсе чӗрене пӗтӗмпех тулса ларнӑ пек туйӑнать. Вӗсем пурте сывлӑшра ҫӗре сӗртӗнмесӗр вӗҫсе ҫӳрерӗҫ, сасартӑк зонт пуҫ тӑррине, сигара — ҫӑварне пырса вырнаҫрӗ, веер ачан пичӗ умӗнче вӗҫкӗнленсе тайӑла-тайӑла ҫил вӗртерме пуҫларӗ. Чӗрӗ ҫӗрулмине варринчен касса укҫана ҫавӑнта хуратӑп, ҫӗр каҫах унта тытатӑп терӗ; пӑхӑрӗ курӑнми пулать, йӑпӑлка сийӗ те пӗтет, ҫак укҫана вара ҫӑм пӳске ҫеҫ мар, хулара кирек кам та хаваспах илме пултарать. Поляк пӗр минутлӑх та чарӑнса тӑраймасть: сивӗ унӑн шӑмӑ сыпписене ҫавӑнтах хытарса лартать, ҫавӑнпа салтак пӗрмаях утса ҫӳрет, хӑш чухне чупса та пӑхать. Ӑна офицерсен Георгий хӗресӗпе наградӑланӑ, ӑнсӑртран катастрофа пулнипе виличченех вырӑссен ҫар авиацийӗнче ӑнӑҫлах служить туса пурӑннӑ. Унтан тата ӗҫ пачах та вак сутӑҫусенче мар. Калаҫасса аван калаҫаҫҫӗ, анчах ытлашши хӑвӑрт. Вӑл пӗрре те ялтӑртатса выляса тӑман ҫӑлтӑр пулчӗ, вӑл ман шутпа Ала ҫӑлтӑрӑн пӗри — «Бета» ятли пулмалла. Ҫак арӑш-пирӗш хушшинче аллине штатив тытнӑ Иван Иваныч доктор тӑрать. Унта та манӑн гувернаторпа хирӗҫӳсем пулкаларӗҫ те, мана Шурӑ тинӗс хӗррине пӗр пӗчӗк яла ячӗҫ, — унта вара пилӗк ҫул пурӑнтӑм. — Чӑт, Марыся, — тӑвӑла ҫӗнтерес пек пӗтӗм пырӗпе кӑшкӑрчӗ Вавжон, анчах сасси унӑн, ытти пассажирсенни пекех, хӑранипе, пӑвӑннӑ чухнехи пек илтӗнчӗ. «Магнит уйӗ ҫухалать». Ҫак пӗчӗкҫӗ хула хыҫӗнче ҫӗр аллӑ гектар сарлакӑш ҫӗр лаптӑкӗ шӑнса хытнӑ лавӑпа витӗнсе выртать. Хытма ӗлкӗреймен ҫемҫе юр ҫинче урасем кӗре-кӗре ларнӑ. Питех те йывӑр пулнӑ вӗсене туртса кӑларма. Вӑл шыва путса вилчӗ пуль, кунтан эпӗ нихҫан та тухайрас ҫук ӗнтӗ тесе кулянма тытӑнтӑм. Хуҫа хушша кӗретчӗ: — Ҫитӗ, тискер кайӑксем-чӑхсем! — Ачасемпе утатӑп. Рудольф Митман обер-лейтенант тек ҫук ӗнтӗ! Озеров пистолет обоймипе сӗтеле шаккаса илчӗ. Анчах нимӗҫсен малти шеренгин стройӗ каллех пӗтӗҫрӗ. Халь вара унпа интересленетӗп-и эпӗ? …Эпӗ нумайранпа ӗнтӗ ӑшчиккӗм ҫакӑн пек лӑпка пулнине пӗлместӗп. Сирпӗнекен шыв тумламӗсем сывлӑш молекулӗсемпе хутшӑнса кайса асамат кӗперӗн мӗнпур тӗсӗсемпе чӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Артём паровоз кӑмакине кӑмрӑк тултарса, урипе тапса тимӗр алӑкне хупрӗ те ещӗк ҫинче ларакан кӗске сӑмсаллӑ чейникрен пӗр ҫӑвар шыв сыпрӗ, унтан вата машинист Политовский ҫине пӑхса:— Сӗтӗрттеретпӗр пулать, мучи? — тесе ыйтрӗ. Софья Ивановнӑн сӑн-пичӗ пӗр самантлӑха ҫухалса кайнине пӗлтерчӗ. Пит пысӑк инкек. Хамӑрах пӗлетпӗр: алӑрсене ярӑр! — Ҫав майсенчен чи лайӑххи вӑл ҫын ҫинчен элеклесе пама ӑста пӗлни, ун ҫинчен никам пӗлмелле мар суйма пултарни, тӑван ҫӗршыва сутни пулса тӑрать. — Пӑх-ха, ҫак вулкан тӑвӗсенчен пулса тӑнӑ утрава — вӑл вулкансем пурте Иокуль ятлӑ. Весовщикова фабрикӑна илмен, вӑл вӑрман сутӑҫи патне тарҫа кӗрсе, слободка тӑрӑх пӗрене, чус тата вутӑ турттарать. Анчах пӗчӗк Джек «резина йывӑҫсене» тата шӑна-кайӑка кӑтартма ыйтрӗ; ун амӑшӗ — хинин йывӑҫне, тӑванӗ вара тем тесен те кокуйо тупасшӑнччӗ. Вахмистр мана хурал аллине хӑварчӗ те ман ҫинчен пӗлтерме кӗрсе кайрӗ. Анчах таҫта, питӗ шалта, миме ӑшӗнче, хӑй ӗҫлени хӑйне сисӗнмелле те мар сехетсерен палӑрса хывӑннӑ, унӑн кашни алӑ сулӑмӗ, кашни хускални пулас вӑхӑтшӑн пӗчӗккӗнех ҫӗнӗ хӑват хатӗрлесе пынӑ, ҫав хӑват вара, вӑхӑчӗ ҫитсен, ун ӗмӗрне тепренех улӑштарса пӑрахма пултарнӑ. — Никама та лекмерӗ-и? — Унта «хаяр» тенӗ сӑмах пур-им? — тесе ячӗ Джон Мангльс. Малтанах чирлисене палата алӑкӗсем умӗпе пӗрмай кӑвак халат тӑхӑннӑ кӗлетке сехет маятникӗ пек калле-малле сулланса ҫӳрени, аслӑ коридорта унӑн протезӗсем пӗр пек нӑтӑртатни йӑлӑхтарса тарӑхтарчӗ. Анчах кайран куна пурте ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗҫ, паллӑ сехетсенче коридорта ҫав кӗлетке калле-малле ҫӳрени курӑнмасан, тем ҫитмен пек туйӑнчӗ. Анчах хӑйсен пӳлӗмне ҫывӑрма кайсан, Петрпа Наталья, хӑйсен тумтирӗсемпе пӗрле хӑйсене ирӗксӗрлесе пӑхӑнма хушнӑ йӗркесемпе йӑласене те сирсе пӑрахса, пурӑнса ирттернӗ кун ҫинчен калаҫрӗҫ. Ӑна вӑл пулӑшса пычӗ, ҫав вӑхӑтрах сума суса мухтарӗ. — Е сӑмахна каялла ил, е вилӗм пулать! — мӗкӗрсе ячӗ Кандов ҫиллине ниҫтан шӑнараймасӑр. Ан хӑранӑ пултӑр! — Ҫав шӑтӑкранах вӑл каялла кӗрет, — тени илтӗнсе кайрӗ. Пурте, пуринчен ытла барышньӑсем, Анна Савишна калавне шӑппӑн пулса итлерӗҫ. Ҫитменнине тата ку таранччен пухнӑ мӗнпур пурлӑха пӑрахса хӑварӑн та — ҫӗклесе кайса пӗтерӗҫ: халӑх вӑл ҫын пурлӑхне хапсӑнма хавас. Вӑл шывран тухрӗ те яланах мана пулӑшма пулчӗ. Хӑшпӗр чухне ӗҫри тӗрлӗ улшӑнусем те, тӗрлӗ чир-чӗр те пулкаланӑ. Сӗрекене туртса кӑлармассеренех Дымовпа Кирюха тата Степка кашнинчех юшкӑн ӑшӗнче чылайччен чакаланни, витрене тем яни, тем кӑлара-кӑлара пӑрахни курӑнать: хӑшпӗр чух вӗсем сӗрекене лекнӗ пӗр-пӗр япалана алӑран алла ярсах тимлӗн пӑхаҫҫӗ, унтан каллех шыва переҫҫӗ… Сӑмах паратӑп сана ку тӗлӗшпе. Эпӗ кӑкӑрпа хӳме ҫумне пырса ҫапӑнтӑм, сиксе тӑтӑм, каллех ӳкрӗм. Хуҫа ывӑлӗ Тома: ҫав номер яланах питӗрӗнсе тӑрать, унта никам кӗрекен те, унтан тухакан та ҫук, ҫӗрлехи вӑхӑтра ҫеҫ тухса ҫӳреҫҫӗ, тенӗ. Вӑл мӗн сӑлтавпа ҫавӑн пек тӗлӗнмелле хӑтланнисене пӗлмен, мӗншӗн тесен хӑй питех те пӗлесшӗн тӑрӑшаканскер пулман, ҫавӑнпа нумай шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл иккӗмӗш номертен шуйттансем тухаҫҫӗ, тенӗ. Иртнӗ каҫ та унта хӑй ҫути пуррине асӑрханӑ иккен вӑл. Самолёчӗсем транспортлисем, — пысӑк, мотор патне ҫитме ҫук, ҫавӑнпа та эпир вӗсене хӳресенчен, хӳрисенчен! Хӳресӗр те вӗҫме ҫук вӗт, самолётӑн моторӗ ҫук пекех пулса тӑрать. Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче вӑл хӑй умӗнче кам тӑнине манса кайма ӗлкӗрнӗ, хӑй умӗнче вӑл — хӑй пекех вӑрӑм ӑрури сыпӑксен тарӗпе ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑннӑ, унпа ача чухнехисене аса илнисемпе ҫыхӑннӑ хресчене, анчах та ҫав ҫӗр татӑкӗнчен тата уншӑн тӑрӑшса ӗҫлессинчен хӑй ирӗкӗпех уйрӑлнӑ, ҫавӑн пирки ҫителӗклӗ таран асап тӳсекен хресчене курчӗ. Апла пулсан та пурпӗрех вӑл хушнипе турӗҫ. — Эсӗ кайнӑ чухне пӑлтӑрти хутаҫа ил, — терӗ карчӑк ывӑлне. Икӗ талӑк хушши пынӑ калама ҫук вӑйлӑ ҫумӑр Гремячий таврашӗнчи сӑртлӑхсене, ирсерен шуранка пӑс чатӑрӗ карса илен ҫӗртме пуссисене питӗ хытӑ шӳтерсе ҫурӗ. Ӗҫ-пуҫ ҫапӑҫу патне пырса ҫитсен, шӑп та шай ҫак таса чунлӑ, тӗттӗм выльӑхах сире хӑй кӑкӑрӗпе хӳтӗлет вӗт, вут-ҫулӑм ӑшӗнчен сире хӑй хулпуҫҫийӗсем ҫинче йӑтса тухать, шартлама сивӗре сире хӑйӗн шӑтса пӗтнӗ шинель ластанкипе витет, эсир пур — пӗлме пултараймастӑп. — Кӑна майлаштарса каласа пама кансӗр те, анчах илетӗнех. Соборти протодьяконсӑр пуҫне вӗсем урӑх кама та пулин мухтанине астумастӑп та, анчах ҫапах та вӗсем ҫуллӑ пулӑ куклине музыкӑран ытларах юратнине аванах пӗлеттӗм. Монтанелли кӑшт ҫилленнӗ пек пулчӗ. — Петр Ильичӑн ывӑлӗ, — терӗ мана хирӗҫ Туман. Ку укҫана ассигнаципе мар, ылтӑнпа паратпӑр. Карапсем е ҫурҫӗререх — Окленд еннелле, е кӑнтӑрарах — Нью-Плимут патнелле иртеҫҫӗ. Хӑйӑр ҫинче ларакан «Макари» шӑп кӑна ҫав икӗ пункт хушшине, Ика-на-Маорин пушӑ ҫыранӗсем патне ҫакланнӑ. Ку вырӑна моряксем хӑрушӑ вырӑн тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унтан айӑккипе иртме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫилӗ вӗсене пур-пӗрех ҫакӑнталла илсе кӗрсен те, вӗсем часрах вӑл вырӑнтан пӑрӑнса кайма васкаҫҫӗ. Эпӗ унӑн ятне вуласа тухрӑм: «Ляпидевский» тенӗ, акӑ эсӗ Ляпидевский пулаймарӑн тесе шухӑшларӑм. Оклендра тара тытнӑ туземец-тарҫӑсене салатса ячӗ те вӑл, январӗн 22-мӗшӗнче вӗсем: Джек, Бенедикт пиччӗшӗ тата ватӑ Нэн негритянка — «Пилигрим» ҫине ларчӗҫ. Унӑн шӑмӑллӑ, сарӑхнӑ пичӗ ҫине ҫуткам сарӑ сухал ӳссе ларнӑ, ҫӑварӗ кӑштах уҫӑлнӑ, куҫӗ ҫамки айнелле путса кӗнӗ те ҫав тӗттӗм путӑкра чирлӗ ҫыннӑнни пек куҫ ҫутӑлса тӑрать. Сӑмах майӑн пичче Ганса хӑйӗн шухӑшне, вулкана пӗтӗмӗшпех тишкерсе сӑнаса пӗлесшӗн пулнине, каласа пачӗ. Такам, пысӑк та вӑйлӑскер, вӑрманпа ҫулсӑр-мӗнсӗр пырать. — Ку тӗлте вӑл чарӑннӑ, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн куҫӗсене ҫӗкленӗ те тӗттӗмре вӗсем усаллӑн йӑлкӑшса илнӗ. — Нимӗн кулмасӑрах калатӑп. Гек… Эпӗ ӗмӗрте те ҫакӑн пек пӗрре кулмасӑр урӑх нихҫан та каламан. Канатӑн шал енче, унӑн арена ҫине тухмалли вырӑнта, ӑна Денни кӗтсе тӑнӑ. Республика ҫарӗ — эпӗ тытас кайӑк. Сывӑ-и, хӑмпу? — калаҫа пуҫларӗ вӑл сасартӑк хавасланса, ача ҫывӑхнерех пырса, ӑна питӗнчен чуптуса илсе; унтан вӑл кӑштах пӗшкӗнчӗ те Митян кӗпи ҫинче сӗт пек шуррӑн курӑнакан Феничка аллине те чуптуса илчӗ. Кэмден-Бриджеран мӗншӗн тартӑн эсӗ? — татах ыйтать унтан Элен. — Нивушлӗ эпӗ Белецкий мӗн тунине тума пултараймастӑп-ха? Вӑл пурне те пӗлсе тӑрать… Ҫапла иртрӗ кун. Каҫӗ лӑпкӑ килчӗ, сас-чӳ таврашӗ ҫук. Эпӗ ҫапла шухӑшласа тӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра тырӑ выракансем ман пата ерипен ҫывхарсах пычӗҫ. Сасартӑк пӗри эпӗ выртакан касӑ патне вунӑ ярд ҫывхарчӗ. Вӑл пӗрре ярса пуссанах е ҫурлипе пӗрре ҫавӑрса илсенех, мана таптаса лапчӑтма е ҫурмаран касса татма пултарать. Одинцова хӑйне шӑлнӗпе калаҫнӑ чухнехи пек тытрӗ: вӑл унӑн ырӑ кӑмӑлӗпе ҫамрӑклӑхӗн уҫӑ чунне анчах хакланӑ пек курӑнчӗ. Лейтенант аяккинчи пӳлӗмре пурӑннине Павка пӗлет, вӑл пурӑнакан пӳлӗмӗн чӳречи садалла пӑхать, пӳрт тӑрринчен вӑл лайӑхах курӑнать. Ҫакӑн хыҫҫӑн хамӑн калав пирки ҫак тӗлте чарӑнмашкӑн эп унран ирӗк, мӗншӗн тесен хӑй пӗлме ӗмӗтленнисем ҫинчен эпӗ тӗплӗн каласа пани ӑна кӳрентерсе тарӑхтарма пултарасси ҫинчен асӑрхаттартӑм. Пӑхӑр-ха, епле час! — Ну вӑт, куратӑр-и, мӗнешкел лайӑх вӑл, — тӑсрӗ кукамай, — ӑҫта вӑл ҫав мучи, мӗнле чӗнмеллеччӗ-ха ӑна? Катьӑпа эпир кунсеренех уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр, эпӗ ӑна ӗлӗкрех хам юратнӑ вырӑнсене кӑтартрӑм, ача чухнехисем ҫинчен кала-кала патӑм. — Пурте йӗркеллӗ, — терӗ вӑл. Мӗн пулчӗ вара? Леноре фрау малалла ӳпӗнсе хуҫланакан пысӑк мар футпа чӳречесен хушшине виҫет. Суять арӑмӗ! Эсир кайӑр, унччен Кочетова тустарӑр, эпӗ юланутпа Дубянскине вӗҫтерем. Куратӑр-и, пирӗншӗн мӗнле тӑрӑшаҫҫӗ, ачсемӗр! — Ара, мӗншӗн каяс мар-ха? Хӑй килӗнче питӗрӗнсе ларчӗ вӑл. Ҫав тери шеллетӗп эпӗ ӑна, вӑл сана чӑтма ҫук кӗтетчӗ. Вывескӑсем, вӑл шутрах французла ҫырнисем те, кӳмеллӗ урапасем ҫинчи майрасем, плошадьре тӑракан извозчиксем, бульвар тата бульварпа иртсе пыракан шинельпе шлепкеллӗ господин, вӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхнӑскер, Оленин чунне ыраттармаллипех ыраттарчӗҫ. Астрологинче каланӑ тӑрӑх, «ҫын ҫуралнӑ вӑхӑтра пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем ӑҫта вырнаҫнине ҫырса хумалла — вӗсен хушшинчи ҫыхӑну ҫак ҫыннӑн малашнехи кун-ҫулне пӗлтерет» имӗш. Ҫапла, питех те ӗненмелле, мӗншӗн тесен, ҫак ҫулпа кайса, вӑл Вӑтаҫӗр Африкӑна тӗпчессипе вӗҫленӗ пулӗччӗ. Андрий козаксем ҫывӑракан вырӑнпа утса тухрӗ. Стефчовӑн пӗтӗм халӑх умӗнче ят янине чӑтма пултарайман Ровоама хаджи, учительницӑпа Огнянова тарӑхса ҫилленсе, тем кӑшкӑрашса каларӗ. Мӗн тӑвӑпӑр-ха ӗнтӗ? — Ну мӗнле вӑл? Денни пуҫне сулса хӑй тӗрӗс калани ҫинчен пӗлтернӗ. Николай хуллен кӑна унӑн аллине тытрӗ те ӑна хӑйӗн ӑшӑ аллипе ачашласа илчӗ. — Вунҫиччӗре… — «Карлотта» ҫинчен. Вӑл Ливорнӑран Буэнос-Айреса ҫӳрет. Пӗр еннелле ҫу илсе каять, лерен тирсем тиесе килет. Кӳршӗ-аршӑсем, ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех пӗлсе ҫитсе, вӑл хӑй юратнӑ ҫынна халь те манманнинчен хытӑ тӗлӗннӗ, вӗсем, никам тӗкӗнмен Артемидӑн хуйхӑллӑ шанчӑкне хӑйне парӑнтарса савӑнакан кам пулӗ-ши тесе, кӗтнӗ. — Ак йытӑ хыҫҫӑн каятпӑр, фазана йывӑҫ ҫине лартатпӑр, ун чухне пер вара. — Чунӑмҫӑм! Сӑмах май каласан, тӗрлӗ ҫӗршывсене курса ҫӳренӗ вӑхӑтра ман хам ирӗкрен килмен сӑлтавсем пирки пӗрре кӑна мар чи начар апатпа та йӑпанма тӳр килчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн хам опытранах эпӗ ҫынна пурӑнма питӗ сахал кирлине пӗлтӗм. — Эсир мӗншӗн тутӑр ҫыхса янӑ? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Любовь, сехӗрленсе кайса, пукан ҫинчен сиксе тӑнӑ та, урай варринче, аллисене кӗсйисенче тытса, лӑпкӑн тӑракан Тарас патне чупса пынӑ. — Ну? Вӑрӑ-хурахсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, анчах доктор шӳтне нимӗн чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗҫ. Тӗттӗм тӑкӑрлӑк тӑрӑх чылайччен нимӗн чӗнмесӗр юнашар утса пычӗҫ, унтан Лушка, Давыдов мӗнле шухӑшпа пурӑннине пӗтӗмпех ҫав тери хӑвӑрт тавҫӑрса илнӗскер, ҫапла ыйтрӗ: — Паян кубанка тулла пӑхма кайса килтӗн-и? Хӗрӗн куҫҫулӗ йӑлтартатса анчӗ. — Куратӑн-и, — тесе тӑнлантарма пуҫларӗ ӑна Том. — Халӗ пӗччен пурӑнакан манахсене ӗлӗкхи пек питех хисеплемеҫҫӗ, пирата ҫынсем яланах хытӑ хисеплесе пурӑнаҫҫӗ. — Эпӗ халех тепӗр вӑлта илсе килетӗп, — васкать Сухарько, — эсир унччен манӑннипе тытӑр, эпӗ халех илсе килетӗп. — Эс каҫар, амӑшӗ! — хулӑн сасӑпа вӑраххӑн хушса хучӗ те, кула-кула, Павел ҫине пӑхса илчӗ Рыбин. Вӗсем ҫав вырӑна Кӗҫӗн Азири Тигрпа Евфрат шывӗ таврашӗнче ӳкерсе кӑтартнӑ. Ҫав вӑл пӗтӗмӗшпех хайхи ҫынна тискеррӗн пусса пӑрахнӑран. — Тӗрӗс, ун пек пулсан… кайни аванрах! — терӗ вӑл, чӗнмесӗр ларнипе ӑна кӳрентересшӗн мар пулса. Пурте пӗр чӗнмесӗр те сывламасӑр ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Анчах кампа калаҫать иккен вӑл: ӑсран кайнӑ ҫынпа, е ахаль тӑрпалтайпа кӑна? Хыттӑн кӑшкӑрнисем, усал та хаяр сӑмахсем тимӗр ҫине пӑр ҫунӑ пек тӑкӑнчӗҫ. Эпӗ те, тӗлӗнмелле пӑлханса, тухса кайрӑм, анчах тепӗр кунран, каҫхине, каллех ҫав пӳлӗмре, кунти ҫынсем мӗнле пурӑннине ӑнланма тӑрӑшса лартӑм. — Ҫапла пулмасӑр, — терӗ те ача, сасартӑк тепӗр майлӑ ҫаврӑнса илсе, Степан аллинчен вӗҫерӗнче. Вӑл чӗрех пулнӑ, пӗр тикӗссӗн те тарӑнӑн сывланӑ. Пӗлӗтлӗ, лӑпкӑ, ӑшӑ ир тӑрать. Тепӗр ҫулталӑкран Керчь хулинчи ҫӗр айӗнчи госпитальте бомба катӑкӗпе аманнӑ Лункевич хирург кӑкӑртан йывӑр аманнӑ Воропаева операци тума хатӗрленнӗ чух ҫапла каларӗ: — Итлӗр-ха, комиссар, ыратнине ҫӑмӑллӑнах чӑтса ирттерсе яма пулать, анчах сурана шухӑшпа вӑйлатма юрамасть. Темиҫе минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫавӑрӑнса пӑхрӗ те, хӑйпе юнашар пӗр темӗнле этем тӑнине курчӗ. Кирила Петрович хӑй патне хӑнана пынӑ ҫынсемпе картла бостонла выляма ларчӗ; столовӑйри сехет улттӑ та хӗрӗх пилӗк минут ҫитнине кӑтартса ҫапрӗ те, Марья Кириловна ерипен крыльца ҫине тухрӗ. Полковниксем кӑмӑлтан ҫӗкленнӗ, вӗсем ҫапӑҫӑва хатӗрленме тытӑннӑ. Калаҫасса шӑппӑн калаҫнӑ. Ҫав паттӑра хӑйне пӗр-пӗччен хӑрушлӑхпа тӗлме-тӗл тӑратса пӑх-ха, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ пулӗччӗ. — Тӳлевӗ мӗн вӑл? — Эпир унта, тӑванӑм, майра патшапа хамӑр ӗҫ ҫинчен калаҫатпӑр». Ара, ӑҫтан кӳренес мар-ха капла?.. Алексей ку юрра халиччен пӗр хут кӑна мар илтнӗ. Ӑна аэродрома тасатса тикӗслеме ҫывӑхри ялсенчен ушкӑнпа ҫӳрекен хӗрсем юрланӑ. Вӗреннӗ сӑмахсене хам асӑмрах аван астуса тӑма пултарнипе, эпӗ темиҫе кун хушшинчех вӗсен чӗлхине кӑшт ӑнланакан пултӑм. Егорушка пуҫне силлерӗ, хӑй тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ; вӑл Соломон питне лешӗ шӑп кӑна ун енне ҫурма хӑяккӑн тӑнӑ май тата ун вӑрӑм сӑмсин мӗлки пӗтӗм сулахай питҫӑмартийӗ урлӑ ӳкнӗ чух курса юлма ӗлкӗрчӗ; ҫав мӗлкепе хутӑшса кайнӑ ун йӗрӗнчӗк кулли, йӑлтӑртатакан йӗкӗлтевлӗ куҫӗсем, пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑ сӑн-сӑпачӗ, тӗкне татнӑ евӗр туйӑнакан кӗлетки — ҫаксем пурте ӗнтӗ халь, мӗлтлете-мӗлтлете те иккӗллӗ курӑна-курӑна, Егорушкӑна пачах та пӗр-пӗр камите мар, тӗлӗкре хӑшпӗр чух курӑнакан усал сывлӑша аса илтерчӗҫ. Юрать-ха, пӗлӗт таткаланчӑкӗнчен хӗвел курӑнса кайрӗ, вӑл шӑнса кӳтнӗ ҫӗре кӑштах ӑшӑтрӗ. Линч законсӑрлӑхӗ хӑй прависене кӗрессипе хӑратать. Хуть мӗнле пулсан та, Дик Сэнд, ҫак йӗрсене курсан, хӑй мӗн шутласа илнине никама та пӗлтермерӗ. Никита, кӑмӑлсӑррӑн эхлеткелесе, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса лампа ҫутса ярасшӑнччӗ, анчах Марье вӑранса кайрӗ те пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ: — Е каллех пухӑва чӗнеҫҫӗ-ши? — Ак тамаша… ак ӗнтӗ! — тесе кулса янӑ Пӑлаки. Унтан вӑл пӗр сӗвекрех тӗме ҫине улӑхрӗ те, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Говэн ҫав мӗлке хупӑрласа тӑракан ҫаран тӑрӑх, стена ҫумӗпе, хуралсем тӑракан шӑтӑк аяккипе хуллен каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. Воропаев ҫак вӑрҫа вӑрҫса пӗтернӗ чиновнике чӗлхепе усӑ курма пӗлменнишӗн кӑна, вырӑс калаҫӑвӗшӗн питӗ характерлӑ тата унӑн илемлӗхне кӳрекен ҫӑра, сулмаклӑ, тӗрлӗ тӗслӗн явӑнакан фразӑсене хисеплеменнишӗн кӑна ҫав тери курайми пулса ҫитрӗ; вӑл тен, хӑйӗн пултарулӑхне кура, тӳрӗ те пулӗ, анчах пӗтӗм хӑйӗн кӑмӑлӗпе совет ҫынни мар. Унта мана стафилин-нӑрра тытма май килчӗ, ку таранччен вӑл Ҫӗнӗ Зеландирен темиҫе ҫӗр мильӑра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Каледонире ҫеҫ пурӑннӑ. — Ме, пӑх-ха! Хулан леш вӗҫне ҫитме ҫывӑхах мар. Кӑнтӑрла тӗлӗнче вӑл пӗр пысӑк лакӑмра икӗ ырашпӗтри тупрӗ. Том негр-матроссем, Дик хӑй — питӗ чаплӑ ишевҫӗсем, анчах вӗсем те ӑнсӑртран хӑйсене тинӗсе ывӑтса ярсан сыхланмалли ӗҫсем турӗҫ. Эпӗ пӑхса тӑрам, тумтир аркипе ҫыхланса ҫӗр ҫине тӳплетсе ӳкмелле мар-и?» Игнат хӑй ывӑлӗн уҫӑлса кайнӑ пит-куҫне тинкерсе пӑхса ларнӑ, куҫхаршисем унӑн шухӑшлӑн йӑшӑлтатнӑ. Эсӗ, Макарушка, ялан трибун ҫине сӗкӗнетӗн, е президиумран калаҫатӑн, унтан тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах калатӑн, манӑн вара мӗншӗн ҫынсемпе таҫтан хыҫалтан калаҫмалла-ха? Халран кайнӑ лашасем ун патне ишсе ҫитеймеҫҫӗ, анчах ҫыннисен ҫӑлӑнма пулать-ха — юхӑм вӗсене тӳрех йывӑҫ патне илсе пырать. Инвалидсем, Стойко патне!.. Авалхи ҫынсем инҫе ҫула ерипен ҫӳренӗ, вӗсем ҫул ҫӳренине ҫӗнӗ ҫӗре куҫса кайни теме пулать. — Ҫук, пӗтмен, ырӑ ҫыннӑм. Апла, йӑмӑкӗн ачи пулатӑн-ха? Шыравсене Америка ҫӗрӗнчех малалла тӑсас тесшӗн марччӗ эпӗ. Гарри Грантпа унӑн икӗ юлташне илсен, кунта нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, вӗсене ҫыран хӗррине тухсанах тыткӑна ҫаклатнӑ, унтан шалалла таҫта ҫитичченех илсе кӗрсе кайнӑ. Вӗсен пуҫлӑхӗ кӑна пӗр пӗччен мала тӑрса юлчӗ, вӑл хӗҫӗпе сулкаласа, хӑй ҫыннисене хӗрсех хистенӗ пек туйӑнать… Пурнӑҫра ӑна кирек мӗнле ӗҫ те епле пулсан та пулмаллах пек туйӑнать, вӑл шухӑшламасӑрах пӑхӑнма вӗреннӗ, ҫавӑнпа та халь вӑл, хӑйӗн хурлӑхпа шик пӑчӑртанӑ чӗринче сӑмах тупаймасӑр, хуллен йӗрсе ячӗ кӑна. Изидӑна хисеп курса тӑракансем пулнӑ вӗсем пурте — хӑшӗ ӗненсех, хӑшӗ пайталӑха хапсӑнса, хӑшӗ ыттисене курса, хӑшӗ тата аскӑнлӑх тӗллевӗсемпе килнӗ. Унӑн темиҫе кун хушши йӗнер ҫинче ирттерме тӳр килнӗ, юлашки виҫӗ кунне пӑч-пӑч чӑпар мустанга татти-сыпписӗр хӑваласах ирттернӗ пулин те, хӑй калама ҫук ывӑннӑ пулин те, мустангер ҫапах та ҫывӑрма пултарайман. — Ларсамӑр-ха, Жоржинька… Таптаса ватар. Усал голландец. Ҫав йытӑ Стефчовӑн ҫывӑх юлташӗ пекех пулса тӑчӗ, вӑл Огнянова вилӗм карти хатӗрлесеччӗ… Мазь пур ҫавӑн пекки. Васкамаллине, хӗрӗ каҫсерен ҫывӑраймасӑр асапланнине, вӑл хӑйне ӳт-пӳ тунсӑхӗ асаплантарнине пытарма пултарайманнине Баймакова хӑй те курнӑ. Иохим ача ҫине шеллевлӗн, унтан нимӗҫ музыки ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илчӗ те, хӑйӗн тем пысӑкӑш «чоботипе» гостинӑй урайне тӳплеттерсе, чӗнмесӗрех тухса кайрӗ. Машинӑран туртса кӑларнӑ вӑхӑта, Гвоздев пӗтӗмпех пиҫсе кайнӑ пулнӑ. Халӗ ӗнтӗ ҫак: шухӑш мӗне пӗлтернине лайӑх пӗлетӗп: вӑл карапа пӑрахса, ҫав ҫӗр ҫине каясшӑн пулнӑ. — Ҫапла, ҫапла! — терӗм эпӗ. Вӑл хӑйне шыв ӗҫтерме тата хӑй патне Нагульнова чӗнсе тухма ыйтрӗ. Шанӑҫ пӗтмен-ха унӑн. Анчах мӗн ҫине шанать-ши?.. Пӗрремӗшӗ вӑл, малтанах ман пата кӗрсе тухмарӑн. Халӗ сан черет хуралта тӑмашкӑн, — терӗ. Марион капитан Ҫӗнӗ Зеландин ҫыранӗсем патне тӑвӑл вӑхӑтӗнче аманнӑ «Кастри» мачтисене улӑштарас тесе пырса ларнӑ. Тӗнчере пурӑнаканнисем пурте пӗр евӗрлӗ. Пӗри мӗн те пулин тӑвать пулса вара, тепри те ҫавӑн пекрех тума хӑтланать. Хальхи вӑхӑтра ӗнтӗ: «Эсӗ пӳтсӗр пурӑнатӑн, лайӑхрах пурӑн», — тесе калама ҫук, ҫакна хӑвна та, ҫынна та калама ҫук. Вӑл тӗрӗ ӳкерчӗкне хӑй шутласа кӑларнӑ, виҫҫӗмӗш хӗл ӗнтӗ ҫав ӗҫпеле ларать, — вӑл ӗҫ ӑна пит йӑлӑхтарса ҫитернӗ, час-часах вара кӑнтӑрла, эпӗ ерҫнӗ вӑхӑтра, вӑл мана калать: — Ну-ка, Пешков, сӗтел ҫитти патне лар, яра пар! Стенара, урайӗнчен чылай ҫӳлерех, тӗтреллӗ экран ҫинче хула ӳкерчӗкӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑва-шӑва иртеҫҫӗ: фабрикӑсен ӑшӗ-шалӗ, урамсен хӗресленӗвӗсем, унта чупа-чупа куҫакан кӳлепесем, шыв циркӗсен, электромагнит башнисен, складсен пушӑ, пӗр евӗр хуралтисен ӗлкисем, — вӗсене салтаксем хураллаҫҫӗ. — Анчах ку тӗрӗсех пулма кирлӗ, — терӗ вӑл. Чӗрӗ ҫын вилӗм ҫинчен шутлани — ӑссӑр япала. Вӗсем ман хӳшӗне хӗвелтен хупласа тӑраҫҫӗ тата ӑна ҫил-тӑвӑлсенчен хӳтӗлеҫҫӗ. Мӗнех!.. Хама килӗшнине тума ирӗкӗм ҫук-им вара ман? Каялла таврӑнсан лайӑхрах пулмӗ-ши? Софья та ҫавӑн пекех йӑл кулчӗ, Николай вара, Саша ҫине ачашшӑн пӑхса, сасӑпах кулса ячӗ. — «Сӑнавҫӑпа» юнашар мӗнле судно? — Юлташсем нумай пулсан — хаваслӑрах вӑл… — Юргин окоп хӗррине пырса ларчӗ. Ӑслӑ хӗрача вӑл, — саншӑн лайӑх арӑм пулмалла… — Вася, ун патне кай эсӗ. Андрей те, Олейник те чухласа илчӗҫ: вӗсем нимӗҫсен пӗр пӗчӗк ушкӑнӗ ҫине пырса кӗнӗ-мӗн, кусем те ӗнтӗ ҫавах, ҫӗрлехи разведкӑнах кайма тухнӑ пулмалла. Олейник сассине хытарчӗ: — Хӑтӑласса хӑтӑлма пулать! Вӑл ҫак япалана хӑйӗн оракулӗ тет, тата вӑл ун пурнӑҫӗнче кашни утӑмрах мӗн тумаллине кӑтартса парать, тет. Вӑрман каснӑ ҫӗре мӗнпе каяс тетӗр-ха эсир? — Il ohtico valor? — терӗ вӑл хулӑн сасӑпа. Ҫав пӗлмелле мар шыҫӑ ӑҫтан пулнине халь эпӗ чухлатӑп ӗнтӗ. Темиҫе ҫул ӗлӗкрех Павел ҫакӑн пек улахсене куркаланӑччӗ, ун чухне вӑл, хӑй вӗсенче пулман пулин те, ун пек япала пӑсӑк мар тесе шутланӑ. Унта нимӗн те ӗҫлемелле мар иккен, алла арфа тытса юрла-юрла уҫӑлса ҫеҫ ҫӳремелле, ӗмӗр тӑршшӗпех ҫапла. Санран мӗн тухать? Половцев яланах нимӗн шарламасӑр итлесе ларать, пӗррехинче кӑна, Яков Лукич кулаксен кӗпи-тумтирӗсене тата атӑ-пушмакӗсене чухӑнсене валеҫсе пани ҫинчен пӗлтерсен, вӑл чӑтса тӑраймарӗ, урса кайса, пырне хӑрӑлтаттарса, кӑшкӑрса ячӗ: — Кам япала илнисенне ҫуркунне акӑ карланкисене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларатпӑр! Ҫаврӑн… Лукашка ларчӗ те чапурине тытрӗ. Давыдов кулса илчӗ: — Халӗ каҫсем шӑпах тӗттӗм тӑраҫҫӗ, факт! («Ӑна темскер тарӑхтаратех», паҫӑрхи пекех шухӑшларӗ Берсенев.) Ҫак самантчен темиҫе минут маларах кӑна Андрей Гаврилович ларнӑ чӳрече еннелле пӑхса илчӗ вӑл. Унта халӗ Андрей Гаврилович курӑнман. «Лайӑх офицер пулнӑ пулсан вӗт, вӑл ӑна ҫӗклесе тухатчӗ, халӗ ӗнтӗ салтаксене ҫеҫ яма тӳр килет: ярасса та темӗнле ямалла-ха? Чӑтма ҫук ӑшалантараҫҫӗ, ним мар, кӑлӑхах вӗлерме пултараҫҫӗ», — шухӑшласа илчӗ Михайлов. Пушшех те курпунланнӑ, темле пӗтӗм пӗвне пӗкӗртнӗ Нестеренко Давыдов ҫине пӑхса илсе ҫапла каларӗ: — Тен, эпӗ санпа ытлашши кӳрентермелле калаҫрӑм, анчах эсӗ, тӑванӑм, каҫар мана, манӑн пысӑк хуйхӑ: сив чир ҫумне, таҫтан шуйттанран, тата ӳпке чирӗ тупрӑм, вӑл халӗ манра пӗтӗм вӑйпа алхасать, уҫҫӑн хӗстерет. — Эпӗ чи кирлине кӑштах манман: ҫакӑнта мӗн пулни пурте пирӗн хушӑмӑрта юлтӑр тесе сӑмах парӑр, чӑн сӑмах. Ӑна пӗлекен ҫын телейлӗ. Паллах ӗнтӗ, ман пирки мӗн кирлӗ таранах шут та турӑр пуль… Керменӗн шалти пӳлӗмӗсенчи хурал ӗҫне мӗнпур ҫарти чи вӑйлӑ та чи хӑюллӑ пилӗкҫӗр салтакран утмӑлӑшӗ черетпе тытса тӑнӑ. Апла пулин те, ҫамрӑк ача кубиксене палуба ҫинчен илчӗ те унчченхи рете лартрӗ. Чи малтан: эсир Боллӑна хӑҫантанпа пӗлетӗр? Токарев кулса ячӗ: — Ман пата?.. — Ӑна, явӑла, сухаллӑ качакана, ҫав кирлӗ те! Хӳри айне кӑвар хучӗҫ иккен-ха апла! — Мӗн эс ҫаплах ҫыпӑҫатӑн ман ҫумма, мазепа? — хыпса илчӗ Емельян. Ыттисем миҫере? — Кимме юсарӑм, — терӗ вӑл хыттӑн. Вӑл прокурор хӑйне епле сиввӗн кӗтсе илни ҫинчен, жалобӑна пӑхса тухас вырӑнне Тимофее арестлесе района каялла ӑсатасшӑн пулни ҫинчен каласа парать. — Мускава илеҫҫӗ те ак — пӗтрӗмӗр вара! Эпӗ… авланма шут тытрӑм. Анчах эпӗ, пӑртак кӳреннӗскер, укҫине илместӗп тесессӗн, Жихарев ӑна канлӗнех кошелека чиксе хучӗ те никам каласа та итлеттермелле мар каласа хучӗ: — Хӑть те мӗн ту, а эпӗ кӗнекине памастӑп! Халь те ав абрексем сакӑр ҫын ку енне каҫнӑ, теҫҫӗ. Анчах, вӑл мӗн ҫинчен калаҫсан та, унӑн сӑмахӗсенче вӑл темӗн пирки пӑшӑрханни, шухӑша кайни сисӗнет. — Аванччӗ ҫав, — терӗ Гленарван. Ҫакӑн пек чӑтлӑхра аташас мар тесен, агентсен ку вырӑнсене лайӑх пӗлмелле. Ку сӑмахсене вӑл уйрӑмӑнах татса каларӗ, эпӗ вара кам ҫинчен каланине ҫийӗнчех тавҫӑрса илтӗм. Сивӗ кӑвак шуҫӑм ҫуталса килнӗ майӗпе сасӑсем те ӳссе нумайланса пычӗҫ, — пур ҫӗрте те пурнӑҫ курӑна пуҫларӗ. Мӗн тӑвас тетӗн? Ҫурҫӗр ҫитнӗ, тӗрмере кичем, телейсӗр ача амӑшӗ ахлатса сывлать — ҫакӑ пӗтӗмпех куракансене ирӗксӗр хӗрхентерсе тӑрать. Никам та ун хутне кӗрсе, пӗр сӑмах та каласшӑн мар. Ан хӑра, лӑплан, ку чарӑну вӑрахах пымӗ, пилӗк минут иртрӗ ӗнтӗ, эпир каллех кратер шӑтӑкӗ патнелле хӑпарма пуҫлӑпӑр. — Пӑх-ха, Дик, тинӗс шывӗ мӗн тӗслӗ. Хуҫа ӑна хирӗҫ хыттӑн:— Эсӗ, ватӑ ухмах, ан шӳтле, эпӗ саншӑн юлташ мар! — терӗ. Ҫыру вӗҫӗнче вара чернилпа мар, карандашпа: «Эсир, юлташ старший лейтенант, эпӗ сирӗн шанчӑклӑ тусӑр пулни ҫинчен пӗлсе тӑрӑр, Метеорологи сержанчӗ ҫинчен манса ан кайӑр», тесе хушса ҫырса хунӑ. Ытах та каллех тырӑ хатӗрлевӗ пирки пулсан… Ну, мӗнех вара, чул тупӑпӑр. — Чул пӗренерен те япӑхрах пулать, — терӗ Джим, — ун ҫине касса ҫырма пайтах вӑхӑт кирлӗ, вара эпӗ нихҫан та ирӗке тухайрас ҫук. — Эсир ӑна епле сыхласа хӑвартӑр, майор! — тесе ыйтрӗ Паганель. Трухачевский манран хӑранӑччӗ, вӗсене каласа пӗтерме мӗн чарчӗ, ҫавӑ пуҫланчӗ. Ӑнланатӑн-и эсӗ мана, тетӗп, вӑрҫӑра ҫӳрерӗм, купи-купипех халӑха пӗтертӗм, тӗнче тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳресе сахал мар тӳсрӗм, анчах хама юрӑхлӑ хӗрарӑм тупаймарӑм, акӑ пӗр пӗччен йытӑ пек пурӑнатӑп, маншӑн ни ҫепӗҫлӗх, ни ӑшӑ сӑмах ҫук, тетӗп. Пултаратӑп. Ҫамрӑк манаха Джордано Бруно тесе чӗннӗ. Курнатовский господин вара — эпӗ туррипех калатӑп — хӑй художествӑна ним те ӑнланманни ҫинчен суя мӑнаҫлӑхсӑрах пӗлтерчӗ. Сӑмси те ним пулман пекех хӑй вырӑнӗнче ларать, тарса ҫӳренине пӗрре те палӑртмасть. Кукамайпа тӗл пула-пула эпӗ ытларах та ытларах ӑнланса, унӑн чунӗнчен пит тӗлӗнсе пыраттӑм, анчах — эпӗ ӗнтӗ сисеттӗм: ҫав илемлӗ чуна юмахсем суккӑрлатса хунӑ, вӑл чӑн пурӑнӑҫра пулакан усал япаласене курма пултараймасть, вӗсене ӑнланса илме пултараймасть, эпӗ пӑшӑрханса хӑтланни, эпӗ хумханни уншӑн нимӗнех те мар. Тата пур укҫасене те мар. — Куншӑн ӳкӗнместӗн-и эсӗ, Суламифь? Эпир сӑмахлама та пуҫларӑмӑр: малтан Кораблев ҫинчен — ӑна пурсӑмӑр та паллаттӑмӑрччӗ, унтан вара унӑн ученикӗ ҫинчен — вӑл пирӗн ҫине пӑхмасӑр ҫаплах хӑйӗн катушкисемпе темӗн аппаланатчӗ. Вӑл сӑмсипе пӗрмай нӑшлатса тӑман пулсан, пирӗн калаҫасси самай кӑмӑллӑ иртнӗ пулӗччӗ. Вӑл кино юратмастӑп, тет, мӗншӗн тесен ҫынсем унта темле вилӗ пек шурӑхнӑн курӑнаҫҫӗ имӗш, ҫапла калаҫнӑ хушӑра старик каллех хӑйӗн пенсийӗ пирки асӑнтарчӗ. Пичче виҫӗ сехет хушши пӗр чарӑнмасӑр, нимӗн чӗнмесӗр, пуҫне хӑпартмасӑр, ҫырнисене хураткаласа, татах ҫырса, тӳрлекелесе, пин хут ҫӗнӗрен пуҫласа татти-сыпписӗр ӗҫлерӗ. Йӑнӑшнипе-ши е манӑн сӑмах чӑрсӑрла пек туйӑнчӗ-ши? Антон, эс кӑшт асӑрхануллӑрах пул! Вара вӑл усалсенчен тем курса ларӑн. Пӑвана «чикӗри» пӗр пӗчӗкҫӗ ӗҫре пулӑшма шутлани ҫинчен Мартиние Джемма тӳрех каларӗ. Капла эпир мӗн патне ҫитетпӗр-ха тесе шухӑшларӑм. «А, путсӗр хӗрарӑм!» кӑшкӑрса ячӗ голова, питне тумтир аркипе шӑлнӑ хушӑрах саламатне ҫӳлелле ҫӗклесе. Лось апатланмӑша васкавлӑн кайрӗ, — шурӑ, ҫавра ҫав пӳлӗмре апатланать вӑл Аэлитӑпа ҫак кунсенче. Вилӗ лашасем икӗ е виҫӗ ҫӗрте канала урлӑ пӗвелесе выртаҫҫӗ, автоматчиксем ҫав лашасем тӑрӑх кӗперпе каҫнӑ пек, нимӗҫсем йышӑнса тӑракан ҫырана шуса тухаҫҫӗ. Темӗн пысӑкӑш йывӑҫ-курӑксем ӳссе ӗрчесе каяҫҫӗ; эпӗ йывӑҫ евӗрлӗ папоротниксем хушшинче мӗлке пек уткаласа ҫӳретӗп, сарӑ тата ула-чӑла мергелпе хӑйӑр чулсем тӑрӑх хӑюсӑр уткаласа пыратӑп; эпӗ темӗн пысӑкӑш чӑрӑш йывӑҫҫисем ҫумне таянса тӑратӑп; ҫӗр фут ҫӳллӗш ӳсекен ликоподисен сулхӑнне кӗрсе ҫывӑратӑп. Экстаз ҫавӑрса илнӗ ӗненекенсене. — Итлӗр-ха, сударь, эсир мана чӑрмантаратӑр, — терӗ лакей, сиввӗн пӑхса. Танк ҫинчи экипажа Воропаев астӑвать. Ӗҫ тухӗ-ши, суднона ҫавӑриччен тепӗр авари пулмӗ-ши? — Ну, апла лаша илӗттӗн. Капитулянтсемех К. хулине депутаци янӑ, вӗсене ертсе каяканӗ Юрдан чорбаджи пулнӑ, вӗсем вара Бяла Черква халӑхӗ ячӗпе султана юрас тесе хула вӗсене хирӗҫ пулас ҫук, хулана хӳтлӗх пама ыйтатпӑр тесе пӗлтернӗ. Вырӑнти влаҫсем ҫав кунсенче хӑйсем те хӑраса ӳкнӗ, депутаци сӑмахне хаваслансах йышӑннӑ та Бяла Черквана аллӑ башибузук ярса халӑхран хӗҫ-пӑшал пуҫтарттарнӑ, кайран хулана сыхлама тесе ҫавӑнтах юлнӑ. Тӑнларӗ те — шӑплӑх. Амӑшне шухӑш ӑнланмалла пулсан, вӑл, ассӑн сывласа, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи мӗнле те пулин йывӑр та тискер саманта аса илчӗ, вара ҫав чӗререн кӑларса илнӗ чулпа хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетрӗ. — Ох, Том, вӗсем тӗттӗмре, кушаксем пекех, кураҫҫӗ вӗт. Эх, ҫапах та хӗрарӑмсене, ҫитӗннӗ ҫамрӑк хӗрсене, е хӗрарӑмӑн пӗтӗм чӗрине ӑнланса илме епле питех те хӗн! Пӗр эрне йӑлӑнсан та усси пулмасть. Виҫҫӗмӗшӗ: турӑ пурне те пӗлекенскер, пурне те пултараканскер мар, каҫараканскер мар, тӳррипех каласан — вӑл ҫук! Ох, ӑҫта кайса кӗрӗн-ши эсӗ, ачам, мӗн ҫумне пырса тайӑнӑн-ши? — Чӑн калатӑп, эпӗ ӑна хӑтартӑм. Юлашки хут ыйтатӑп: чӑнласах калатӑр-и эсир ҫакна е манран мӑшкӑлласа кулатӑр-и? Мана пӗр япала ҫеҫ пӑшӑрхантарать: иксӗмӗр съезд уҫӑлас умӗн калаҫнисем санӑн пурӑнӑҫӑнта йывӑр йӗрсем ан хӑварччӑр. Эсӗ манран кинжалшӑн укҫа ыйтмастӑн пуль вӗт? Пизере тата Ливорнӑра вӑл пӗлнӗ сӑмах ваклама юратман Артурпа ҫак Артур хушшинче мӗнле тӗлӗнмелле уйрӑмлӑх! Вӑл пире каллех хӑратса илчӗ, хӑйӗн юлташӗсем еннелле ҫаврӑнса, хӗрсе кайсах, сӑмахлама пуҫларӗ, ман шутпа вӑл японилле калаҫрӗ пулмалла, хӑйӗн сӑмахӗнче час-часах «христианос» тесе асӑнчӗ. Тӗнчери контрӑпа пӗр ачашланса тӑмасӑр акӑлчанла калаҫӑп! Анчах Павел аллине йывӑр мӑлатук тытнӑ та кӗскен кӑна:— Ан тӗкӗн… — тенӗ. Вӑл чӑнах та йӑнӑшмарӗ. «Сволочьсем! — шухӑшлать вӑл вӗсем ҫинчен. Амӑшӗ ун валли чӑлха ҫыхса, унӑн пӗчӗк урине хӑех тӑхӑнтартса ячӗ. — Хӑвӑрӑн пултарулӑхӑра эсир нумайччен ҫапла пусарса лартасшӑн-и? — ыйтрӗ Пӑван. Каҫӗ лӑпкӑ. Дегтяренко… машина… юлташсем… Ҫунаттипе икӗ хут лапӑстатни хӑйӗн тусне хӑй хыҫҫӑн вӗҫме чӗннисӗр пуҫне урӑх мӗне пӗлтерме пултартӑр-ха? — Эсрел, — тесе ятлаҫатчӗ Саша, магазина кайнӑ чух вара мана вӗрентсе пыратчӗ. Вазуза леш енче, тӗксӗм чӑрӑшлӑхра, Озеров капитан пысӑк привал турӗ. Пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, Озеров малалла пӗр утӑм ярса пусрӗ те урмӑш сасӑпа кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Ӑҫта чупатӑн, йӗрӗнчӗк, э? — Акӑ ӗнтӗ, — малалла калаҫрӗ Шубин, — дворянинӗ ҫамрӑках та мар пек ӗнтӗ, анчах ачалла ӗненни мӗн чухлӗ ун чӗринче! — Преступлени йӗрӗсене хӑвӑр тупма пултаратӑр тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Зиночка хӑйӗн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсемпе сулса илчӗ те, пӗчӗк те илемлӗ урисене шутаркаласа ҫавӑнтах, канцеляринчех, ӑна пӗрремӗш па туса кӑтартрӗ. — Мана пула сана инкек-синкек пулма пултарать тетӗп-ҫке? Вӑл текех хӑрушлӑхра мар ӗнтӗ: шывран тухса тӑракан чулсенчен, тупӑ пенисенчен тата ҫапӑҫуран инҫетре. Вӑл эпир чӗркесе пӑрахнӑ витӗнкӗҫне те хӑй ҫинчен сирсе пӑрахман. Макӑрма та кирлӗ мар: сирӗнсӗр те ҫӗр ҫинче питӗ нӳрӗ… Вӑл Нансенпа тавлашнӑ. Россия чапӗшӗн! — тенисем тӗл пулаҫҫӗ-ҫке! — Мӗн эсӗ пулман япаласем шухӑшласа кӑлартӑн? Ҫак хушӑра г-жа Байяр хӑйӗн лавкинче ҫулталӑк ҫурӑри ача урине пушмак тӑхӑнтартса виҫе-виҫе пӑхнӑ, хӑй ачине валли пушмак туянма пынӑ хӗрарӑм васканӑ пулнӑ. — Тытӑр вӗсене! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ пуп, чиркӳ варринче чарӑнса тӑрса. Джопа Гек ҫывӑраҫҫӗ. Хаваслӑрах пӑхӑр! — тет Гусев. Садра, сывлӑшра, виҫӗ сарӑ ҫутӑ йӗр тӑсӑлса тӑнӑ, такам сасси инҫетре, анчах ӑнланмалла каларӗ: — Юлташсем, пирӗншӗн каялла ҫаврӑнмалли ҫук, тата пулмасть те… Анчах та унӑн ҫак йывӑрлӑхран пӗтӗмпех хӑтӑлса ҫитес, ӑна кам та пулин урӑххин хулпуҫҫийӗ ҫине йӑвантарас килчӗ. Ха-ха! Ку ӗҫ тавлашуллӑ: ҫӗрйӗркелӳ кунта пилӗк ҫул каярах пулнӑ, ҫавӑнпа Тубянсксемпе Шырланпуҫсем хушшинчи тавлашӑва эпир иксӗмӗр татса параймӑпӑр. Вӑл шарламанни мана пайтах шухӑшлаттарчӗ. Эпӗ ун ҫинчен каҫпа, ҫывӑрса кайиччен те, ирхине те, физикӑпа обществоведени, уйрӑммӑнах литература урокӗсенче, шухӑшласа ҫӳрерӗм. Юлташсем пурриех аван ҫав. Ҫак каҫхине Алексей сывлӑхӗ йывӑрланчӗ. — Пӗлетӗн-и эсӗ, Николай Еремеич, пирӗнтен платниксем ыйтаҫҫӗ. — Весовщиков тата? — ыйтрӗ Софья. Ним пулман пекех, хӑй шӑтӑкӗнчен сиксе тухрӗ те шӑши пучах пуҫтарма пуҫларӗ. — Ӑна калама пултараймастӑп сире. Ҫавӑн пек йывӑрлӑх тӳснӗ хыҫҫӑн малтанхи кунсенче ҫын нимӗн те туймасть. Ах, вӑрӑ-хурах! Анчах эсӗ ан хурлан, тусӑм. Мӗн шут тытрӑн? Кӑмрӑк кӑларакан вырӑнсем тӑрӑх эпир каҫченех утрӑмӑр. — Манӑн ҫывӑрас килмест… Ӳсӗр ҫын та унтан тӳрӗрех утать. Оленин чӑнкӑ пусма тӑрӑх хӑпарса кӗнӗ пӗрремӗш пӳлӗмӗнче мамӑк тӳшексем, кавирсем, утиялсем, ҫытарсем выртаҫҫӗ, вӗсене казакла манер малти стена патне пӗр-пӗрин ҫумне хитре те хӳхӗм хурса тухнӑ. Ирхи сивӗ тӗттӗмре вӗсем чул сарман урам тӑрӑх фабрикӑн ҫӳллӗ чул ҫурт кӗлеткисем патнелле утаҫҫӗ, фабрика, хӑйӗн вуншарӑн шутланакан пысӑк та тӑваткал куҫӗсемпе пылчӑклӑ ҫула ҫутатса, вӗсене, пурпӗрех пымалли ҫынсене, яланах пӗр евӗрлӗ кӗтсе илет. Французсен ҫамрӑк астрономӗ Леверрье хӑй шутласа кӑларнӑ хыҫҫӑн обсерваторине: «Ҫӗнӗ планетӑна Козерог ҫӑлтӑр ушкӑнӗ патӗнче шыраса пӑхӑр», — тесе ҫыру ҫырса янӑ. — Материкран инҫе пулнӑ-и эпир ун чухне? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Кӗсменӳсене пар! Пӗри те пӗринчен ӑнлантару ыйтман — вӑл кирлӗ те пулман. Хӑйне мӗнле лайӑх тытма тӑрӑшать пулсан та, вӑл кӑнттам, йӗрӗнтермӗш ҫын. Хурахсем вӗсем ҫине пӑшалпа, пистолетсемпе переҫҫӗ, алла пуртӑсем илчӗҫ, хӳме ҫине урнӑ пек тапаланакан салтаксене хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Салтаксенчен пӗр ҫирӗм ҫын суранланса лапама ӳкнӗ. Сарай умӗнче икӗ тройка тӑнӑ. — Дон Морисио, Мо-рис, Мо-рис. — Э, Морис! Аслатиллӗ ҫумӑр Хӗвел каҫ еннелле сулӑнса пырать, чалӑшшӑн ӳкекен хӗру пайӑркисемпе вӑл манӑн питҫӑмартисемпе мӑя тӳсме ҫук пӗҫертет, кӳмен хӗрсе кайнӑ хӗррисене алӑпа тытмалла та мар: ҫул ҫинчи ҫӑра тусан ҫӗкленсе сывлӑша тулать. «Нимӗн те ан кала мана. Вӑл Джеральда хӑйне курма пымашкӑн чӗннӗ, Джеральд ҫавӑнта пыман. Кашниех хӑйпе пӗрле вӑлтасемле ҫекӗлсем, тата, вӑрлама пултарсан, ҫимелли япаласем те илмелле тесе кавар турӗҫ. Ҫав япаласене вара май килнӗ таран тискертереххӗн тата ҫынсене тӗлӗнтермеллерех вӑрламалла. Унӑн сывлӑхӗ ҫаплах тӳрленсе ҫитеймерӗ-ха: вӑл ӳсӗрет, халсӑр, сивчир те ӑна кӑштах аптратать; апла пулсан та, вӑл килте сахал ларать. — Костя, тусӑм, мӗнле-ха эсӗ капла? Кил кунта, кил! Назарка итлерӗ. — Эпӗ кимме хӗрлӗ шыв хӗррипе, ҫил ялан кит енчен пирӗн еннелле вӗрмелле тытса пырӑп. — Ну, эпӗ каям-ха, Ольгӑна савӑнтарам, — терӗ Алексей. Сехет йӗппи шӑвать. Эп сана тустарса тӑкапах! Анчах ҫӗр пирки тавлашни вӑл — урӑх япала, утта вара эс каялла тавӑрса пар. Эх, эс… шуйттан! — Пур пуль, — тавӑрчӗ Дик Сэнд, — анчах ҫыран ҫывӑхнерех. Ҫынсем ӗнтӗ уйрӑм ушкӑнсемпе тӑман. Вӑл туземец пулни таҫтанах курӑнса тӑрать: ҫӳҫӗсем кӑтра, ӳтне тӗм-хура темелле, лаптак сӑмса, хулӑм тутисем, майсӑр вӑрӑм аллисем — ҫаксем пурте ҫак ача Австралин шалти ҫӗрӗсенче ҫурални ҫинчен калаҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем, хуралта тӑракан Вильсонпа Мюльредисӗр пуҫне, фургона кӗрсе вырнаҫрӗҫ. Майортан Айртон ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмӗшпех каласа пама ыйтрӗҫ. — Николай Артемьевич, эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентертӗм пулсан, — калаҫма пуҫларӗ вӑл хисеплӗн пуҫ тайса илнӗ хыҫҫӑн, — эпӗ сиртен каҫару ыйтма хатӗр. Вӗсем ҫутӑ сахал параҫҫӗ, мастерской кӗтессисенче ҫӑра мӗлкесем пуҫтарӑнса тӑнӑ, унтан ҫырса пӗтереймен, пуҫӗсене татса илнӗ кӗлеткесем курӑнса тӑраҫҫӗ. — Иха ҫӗҫҫине хучӗ, хӑй кулас килнӗрен ҫурӑлса сирпӗнесле. Ку вӑл… суймастӑн пулсан, — лайӑх… Лось хуравламарӗ, ахӑртнех, каллех ыйха путрӗ. Унта пынисенчен хӑшӗ-пӗри ыйтупа сӗмленет: «Усала пӳрт урати айне епле чавса чикмелле?» Опанас Иванович Воропаев выртакан кровате пуҫӗнчен ярса тытрӗ те ӑна алӑк урати урлӑ килхушшине кустарса кӑларчӗ. Хӑшӗ-пӗри, кулма юратаканни, уҫӑ кӑмӑллӑ пек курӑнса:— Епле ун пек пултӑр-ха, йӗсӗм ҫырли те ҫимелле, тет, эрехне те ӗҫмелле иккен? — Николай Петрович кӑмӑлӗпе, — пӑшӑлтатса каларӗ Феничка. Тунтикун, июлӗн 20-мӗшӗ. Тавлашу пуҫланса кайрӗ, сӑмахсем кӑвайтри ҫулӑм чӗлхисем пек ялкӑшма тытӑнчӗҫ. Казак хӑйӗн савнийӗпе сывпуллашни те мар вӑл; хӑюллӑн пырса тапӑнни те мар, кӑвак тинӗспе Дунай тӑрӑх чайкӑсем ҫинче ним хӑрамасӑр ҫӳрени те мар. Телее тетӗп ҫав эпӗ — мӗншӗн тесен ҫав кӗнекесем халӗ манӑн библиотекӑра чи хисеплӗ вырӑнта тӑраҫҫӗ. — Е эпӗ кама та пулин усал тӑватӑп-и? Голышев куҫҫуль тухичченех ахӑрчӗ, унӑн эрех ӗҫнипе хӗрелсе кайнӑ пит-куҫӗ кулнипе тарласа кайрӗ. Выльӑх-чӗрлӗх мӗкӗрнипе те макӑрнипе, чӑх-чӗп какалнипе те кӑшкӑрашнипе хуторта калама ҫук вӑйлӑ ҫуйхашу илтӗнсе тӑчӗ. Эпӗ приказ панипе мар, хӑй тӗллӗнех пуҫтарӑнтӑр. Шал енчен, аран-аран тенӗ пек, уҫӑмсӑр сасӑ илтӗнчӗ: — Ҫук, сӗтӗрӗнчӗксем, малашне ӗнтӗ нихҫан та сирӗнни пек пулаймӗ. — Эсӗ килӗшетӗн пулсан, вилсе тупӑка кӗрсе выртичченех санӑн шанчӑклӑ ҫынну пулӑп… — тенӗ вӑл. Эхер эпӗ Дмитрий тӗлӗшпе унашкал тумарӑм пулсан, ку вӑл мана чун-чӗререн мар, ытларах ӑс-тӑн хушнипе педантла тӑрӑшуллӑн кӑмӑлланинчен килчӗ, хама ҫакӑн пек кӑмӑллассинчен пӑрӑнма мана намӑс пулчӗ. — Эсир итлӗр-ха… — катаранах пуҫларӗ чупса супнӑ дворник. Сире хӑвӑра пурсӑра та ҫатма аврипе ҫапса вӗлерсе пӗтеретӗп, хам та шыва сиксе вилетӗп!» — тет. Килнӗ ҫын сӑхсӑхать. Каҫхине, Помяловӑн хӑмла ҫырли пахчинче, просвир пӗҫерекен Ерданская — шыҫмак янахлӑ хӗрарӑм, чапа тухнӑ юмӑҫ тата ӑрӑмҫӑ, куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, хулари паллӑ ҫынсене ҫапла пӗлтерчӗ: — Ячӗ — Илья, хушамачӗ — Артамонов, вӑл пирӗн хулара хӑйӗн ӗҫне майлаштарас ӗмӗтпе пурӑнма шутлатӑп, терӗ анчах мӗнле ӗҫ унӑн — ӑна ыйтса пӗлеймерӗм. Джемма Содена кайнӑ чухнехи шлепкинех тӑхӑннӑ. Вара эпӗ пӑрахса тухрӑм. Ҫӗнӗ ҫӗре колонизацилесси ҫинчен никам та шухӑшламан, ҫавӑнпа та пӗр ҫитмӗл пилӗк ҫул хушши, 1699 ҫултан 1770 ҫула ҫитиччен, ун ҫине пӗр ҫын та пырса курман. Ҫак ӑс-тӑн енчен чухӑн пурӑнӑҫ уҫӑ кӑмӑллӑ мар вӑл, — салари ҫынсем пурте суккӑрсем пек хыпашласа ҫӳресе пурӑнни, пурте темрен хӑрани, пӗр-пӗрне ӗненменни сисӗнет, темле кашкӑрла япала пур вӗсенче. — Ҫаплах ара. Сасартӑк вӑл шарт сиксе илчӗ те, вӑрман ӑшнелле тинкерсе пӑхса, шӑпланчӗ. Вӗсем, хӑйсене асӑнса каланӑ сӑмаха итлесе, пушӑ хор ҫинче пытанса ларнӑ иккен. Ывӑлӗ яланхи пекех лӑпкӑ, пичӗ кӑна шурӑхнӑ та, куҫӗ пысӑкланнӑ пек. Гарри Грант куҫӗсене илмесӗр хӗрӗ ҫине пӑхса тӑрать. — Мӗнле, ногай лашисене нумай хӑваласа кайрӑн-и? — терӗ тӗксӗм пит-куҫлӑ хыткан старик. Ҫавӑн ҫинчен эсир мӗн шухӑшлатӑр, мистер Каш Кольхаун? Ҫулла, тырпул праҫникӗ килсе ҫитсен, хресченсене ҫӗр айӗнче тытса усрама май пулман тесен те юрать. Мирон, йӗрӗнсе, сӑмсине пӗркелентерчӗ те инкӗшӗ ҫине пӑхмасӑрах каларӗ: — Хулара, хӑйӗн чӑх витинче пытаннӑ пулӗ. Вӑл чеченеца вӗлернӗ; ак халь савӑнать. Ҫавнашкал минутсенче ӑна кирек мӗнле ҫын пӑхни те, кирек мӗнле хускану та хӑратать пулас, ӑна пурте хӑй ҫине пӑхнӑн, пурте ун ҫинчен шухӑшланӑн, хӑй ҫынсене пачах килӗшменӗн туйӑнать. Кур-ха эс ӑна! Унӑн нумай пулмасть сӑмала пек хура ҫӳҫӗсем пӗтӗмпе кӑвакарса кайнӑ; вӑрӑм сухалли арпашса пӗтнӗ. Часах доктор Ливсине лав пачӗҫ те, вӑл ларса кайрӗ. Унӑн игумен мар, Балкан таврашӗнчи ҫар пуҫӗ — воеводӑ пулмалла пулнӑ. — Тусана силлесе яма пар-ха, атте, — терӗ Аркадий, ҫул ҫинче кӑштах хӑйлатакан пулнӑ, ҫапах та янӑравлӑ ҫамрӑк сассипе ашшӗ ачашланине хирӗҫ хавассӑн тавӑрса: — капла эпӗ сана пӗтӗмпех варалатӑп. Кай… — Чухласа илтӗн эс, — терӗ салхуллӑн Нестеренко. — Ку аван мар! — терӗ ывӑлӗ кичеммӗн. Казаксем, ҫӑра уҫҫисене илсе килессе кӗтсе, кӗлетсем патӗнчех тӑрса юлчӗҫ. Унтан вӗсем пысӑк йытта та курнӑ, Диаз вара тӳрех ку ирландец йытти пулнине палласа илнӗ. Кашта патӗнче ҫар прокурорӗпе аслӑ чинсем. Эпӗ вӗсене куҫарнӑ-и-ха? — Манӑн ун ятне ыйтмаллаччӗ. — Риварес патӗнче? — Сыв пулӑр! — терӗҫ арҫынсем шӑппӑнрах, вара ҫав хурлӑхлӑ сӑмах хӗрарӑмсен асӗнчен нумайччен тухмарӗ. Генкок! Ӑна куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те мухтатчӗҫ, ун тӳсӗмлӗхӗнчен, тӑнпуҫӗнчен тӗлӗнетчӗҫ, анчах ун пек тӑваканни никам та ҫукчӗ. — Ман пата чарӑнни пит аван-ха… Самантрах вӗлерме пултараҫҫӗ!» Килкартишӗнче хура йытӑ хаяррӑн вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Джо хӑйӗн кашни сӑмахӗпех усал пулассине систернӗ пек туйӑнчӗ вӗсене. Асӑнаканӗ кашниех пӑчланнӑ ачасем ӑҫта тӑнине те тӗп-тӗрӗсех кӑтарта-кӑтарта пачӗҫ. «Эпӗ хам халь епле тӑратӑп, ҫавӑн пекех тӑнӑччӗ вӑл — сан пек, юнашарах тӑратчӗ. Йытӑ йӑнӑшни илтӗнет. Лайӑхах илтетпӗр эпир, мӗншӗн тесен вӗсем атӑпа, ҫитменнине, кӑшкӑраҫҫӗ, эпир атӑсӑр та, кӑшкӑрмастпӑр та. Анчах Дик Сэндпа ун юлташӗсене ӗнтӗ ярса илме ҫук. Эсӗ ӗненес пулсан, тӳрех калатӑп, улталанмӑн. Марийка тӳрех чухласа илчӗ: хуньашшӗ темскер калаҫасшӑн. Эсӗ вӑл шухӑшсене пӑрах. Комендатурӑран тухсан, Ерофей Кузьмич пӗтӗм ялӗпе ҫаврӑнса Квейсӑн чи малтанхи хытӑран та хытӑ приказне пӗлтерсе ҫӳрерӗ: мӗнпур йытта халех хапхасем ҫине ҫакса вӗлермелле. Калугинӑн ӗнтӗ площадка урлӑ каҫса бастион командирӗн блиндажне ҫитесси мӗн пурри те темиҫе утӑм кӑна тӑрса юлчӗ, анчах ҫак самантра ун ӑшӗнче каллех хайхи иккӗленӳ, хайхи ухмахла шиклӗх вӑранчӗ: чӗри хӑвӑртрах тапма тытӑнчӗ, пит-куҫӗ пӗҫерсе илчӗ, хӑйне хӑй ҫирӗплетсе кӑна блиндажа чупса ҫитме пултарчӗ вӑл. Кун хыҫҫӑн эпӗ те ҫилленсе кайса: — Эсир — ухмах, — терӗм. Атьӑр, халӗ кунтан тухар та сурӑхла макӑрма тытӑнар. — Пӗччен, — васкаса тавӑрчӗ мелник, анчах улталани пур пӗрех усӑ кӳрес ҫуккине туйса хушса хучӗ: — тата ав кӗтесре ача ҫывӑрать. Анчах Макар унӑн аллине ҫилӗллӗн сирсе ячӗ, кӗске кӗрӗкне тӑхӑнма тытӑнчӗ. Вырӑс ҫынни хӑйӗн вӑйӗпе пиҫӗлӗхне ҫав тери шанса тӑнӑ пирки, хӑйне-хӑй ӗҫре ватасси умӗнче те чарӑнса тӑмасть: вӑл хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен сахал шухӑшлать, хӑюллӑн малалла пӑхать. — Каларӑм-ҫке — сутӑҫ эп, тесе! — тепӗр хут ӗнентернӗ Игнат. Шартлама сивӗсемпе паллӑ турӗ пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм тӑваттӑмӗш ҫул хӑй историе кӗнине. Чуптӑвасси тата ыттисем те иртсе кайрӗҫ пулӗ ӗнтӗ манӑн, тесе шутланӑ вӑл. Кӑштах вӑхӑт иртсен, тип ҫырмаран хуса янӑ кашкӑрсем тӑвӑн хирӗҫри кукӑрне чупса кӗчӗҫ те хӑйсен суранӗсене ҫулама тытӑнчӗҫ. Гаррис никам сӗнмесӗрех хӑйӗн стаканне мускат тултарчӗ, мускат ҫине мадера ячӗ. Каштанка умӗнчен ӑна таврарине курма чӑрмантарса палламан заказчиксем пӗр чарӑнмасӑр каллӗ-маллӗ иртнӗ. Ҫыннисем, тен, пӗтӗм чун-чӗререн хисеплесе пухнӑ, фронта валли тесе, пур-ҫукне пухса парса янӑ-и тен, а вӑл… Вӗҫтер-ха кунтан! Анчах хамӑн чыслӑха тата христиан совӗҫне хирӗҫлемелли ӗҫ тума ҫеҫ ан хуш. Эсӗ мана ырӑ тӑваканӑм. Мӗншӗн? — Акӑ вӑл! Павел патнелле тата тепӗр мӗлке мӗлтлетрӗ, вӑл ӑна туннель стени ҫинче ҫеҫ курса юлчӗ. — Эс пӗлетӗн-и, Джек, — хушса хучӗ Дик Сэнд, — кит-улпут кашни ракӑн хуппине эс креветкӑна тасатнӑ пек тасатса вӑхӑтне ирттермест. Арканзаса ҫитсен, вӗсене Боровинӑна куҫса килнӗ ытти ҫынсен пурнӑҫнех курма тиврӗ. Бурунсем час-часах хытӑ ҫӗр ҫинчен инҫетре пулаҫҫӗ. ССР Союзӗнче саккунсем кӑларас влаҫа пӗр орган, ССР Союзӗн Аслӑ Совечӗ ҫеҫ туса пымалла. Кир Яне Бяла Черквана ҫу сутма ҫӳрекелетчӗ. Ватти те Огнянова паллать. Нимӗҫ хурахӗсем хамӑр ҫӗршыва шаларан та шаларах кӗрсе пынӑ. Пирӗн пичче пек хӑйӗн тӗрӗс ӗҫӗ ҫине пӗр иккӗленмесӗр шанакан, Ганс пек кирек мӗскерле йывӑрлӑха та часах тавҫӑрса илекен проводник ман евӗрлӗ «хӑюллӑ» ҫын пур чухне, епле-ха пӗрре тытӑннӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерме пултармӑпӑр вара. Чӑн та ӗнтӗ, сӑнчӑрласа лартсан — ҫын та урма пултарать… Халӗ эпир пӑлан ҫиетпӗр те выртса ҫывратпӑр. Ара, вӗрен татӑлчӗ те, сулла юхтарса кайрӗ-ҫке, эсӗ кимӗ ҫинче ларса юлтӑн та тӗтре ӑшӗнче ҫухалтӑн… Ун вырӑнне ҫамрӑк пулемётчик сиксе тӑчӗ. Икӗ ватӑ ӗлӗкренпех туслӑ пурӑннӑ, ҫамрӑксем те, тахҫан чылаях хисепре пулнӑ Максим Яценкӑна, унӑн ячӗпе кунта хӑйне евӗр традицисем ҫыхӑнса тӑнине асра тытнӑ. Кӗпер ҫинче, шыв ҫумӗнчех, икӗ туземец лараҫҫӗ, хытӑ калаҫаҫҫӗ. Юхӑмпа килекен кимӗ шӑп та шай вӗсен айӗнчен иртсе каймалла. Шыв ансӑррипе аяккалла пӑрӑнма май ҫук. Туземецсем килекен кимме асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн часах пӳрте ман хуҫа арӑмӗ пырса кӗчӗ. Темиҫе ҫӗр хӑлат кунта ҫуначӗсене сарса пӑрахса, ярӑнса ҫӳренӗ; ҫӑткӑн кайӑксен хура мелкисем симӗс вӑрман тӗлӗнче темле тискеррӗн курӑннӑ. Хальхи пек астӑватӑп — ман ватӑ анне чиперех пурӑнатчӗ-ха ун чух — хӗллехи вӑрӑм каҫ, тулти шартлама сивӗ пирӗн пӳрт чӳречин хӗсӗк кантӑкӗсене пӗтӗмпех шӑнтса лартнӑ чух, кӗнчеле арлама ларатчӗ те вӑл, вӑрӑм ҫипе пӗтӗрнӗ май урипе сӑпка сиктере-сиктере юрлатчӗ, ҫав юрӑ халь те-ха илтӗнсе тӑнӑ пек туйӑнать мана. Ҫавӑншӑн вӑл ним чул та шикленмерӗ. Мӗн калатӑр эсир? Ку тӗлӗшрен мана айӑплама май килес ҫук! Липинцӑран хамӑн та, сана та илсе килмелле марччӗ иккен! Хӗвел тухман-ха, анчах Оленина урамра халиччен пулман шӑв-шав тӑнӑ пек: ҫынсем ҫӳренӗ пек, юланутпа чуптарнӑ пек тата калаҫнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑрман, вӗсенчен кулнӑ пек, ҫаплах шавлать те шавлать… Каякансене ҫапла вара никам та тытса тӑман. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл Швабрин енне ҫаврӑнчӗ те мана хӑй аллинчи мӗнпур заставӑсемпе крепӑҫсене кӗмелли пропуск пама хушрӗ. Тӗрӗсех-и вара? — Кайрӑмӑр бульвара… Кунтах актерсем пурӑнаҫҫӗ, хӑйсем илекен пӗчӗк шалу вӗсене Коломнӑран куҫса кайма май памасть. Хӑйсен киленӗвӗшӗн пурӑнакан ытти артистсем пекех, вӗсем хӑйсене ирӗклӗн тытаҫҫӗ. Тепӗр каҫхинех старик ҫывӑрма выртсан, ун кӗсйинчен ҫӑраҫҫи кӑларса илетпӗр — унтан, Джима лартса, юханшыв тӑрӑх анаталла вӗҫтеретпӗр; кӑнтӑрла пытанатпӑр, ҫӗрле ишетпӗр, унччен те эпир Джимпа ҫапла тунӑччӗ. Тинӗсре пӗчӗкҫӗ япалана та темӗскер вырӑннех хураҫҫӗ. Мӗскӗн чун! — Сире кам кирлӗ? Ҫавӑн пек ӗҫсене Соколов Маркоран пытарас та ҫукчӗ ӗнтӗ. Санӑн чемоданна пуҫтарса ҫыхман вӗт, манӑн хутсене йӗркелемен, ман саквояжа питӗрекен уҫӑ таҫта, урана тӑхӑннӑ калуш ҫук… тет. Сӗтел хушшинче калаҫу ҫав тери вӑрӑма пычӗ, тата вӑл тӗлӗнмелле калаҫу пулчӗ. — Манӑн ҫынсене хамран култарас килмест! — хӑраса ӳкнӗн кӑшкӑрчӗ Найденов, анчах унӑн именни ӗнтӗ иртсе кая пуҫлани палӑрчӗ. Пулӑш-ха мана ҫавна пӗлме… Манӑн тав тумалла пулать ӑна; эпӗ ун алли-урине чуп тума хатӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн Рене-Жан урайӗнче сиккелесе ҫӳреме тытӑнчӗ. Гро-Ален та пиччӗшне кура сиккелеме пуҫларӗ. Гро-Ален Рене-Жан хыҫҫӑн вӑл мӗн тунине пурне те туса пырать; Жоржетта ун пек мар. Гек та ҫавнашкалах пулчӗ. Кама хӗрсем юратаҫҫӗ? Эпӗ пӗтӗм йӗркелӗхе, тӗлӗнмелле ирӗклӗхе туйса, пӗр пӗччен вӗҫетӗп. Арӑму тӑрмаларӗ пулӗ-ха? Мӗн тӑватӑн эсӗ? Анчах мӗнлерех ҫухӑрса ячӗ Бенедикт пичче, ҫав чӗр-чуна, пысӑк пӳрнепе шӗвӗр пӳрне хушшипе хӗстерсе тытса, куҫлӑх та, лупа та ҫук пирки ҫывӑхрине ҫеҫ куракан куҫӗсем патне ҫывӑха илсе пырсан! Аксинья выртать унта! Хӑйӗн сӑмахӗ тӑрӑх, ҫав суя мар пулсан, вӑл ирхине ирех хӑй килне каймалли ҫул ҫинче пулать. Карчӑксем ҫапла шухӑшласа кӑларнӑ: ҫавӑнтанпа вара, уйӑхлӑ каҫсенче, мӗнпур шыва путнӑ хӗрсем пан садне тухма пуҫланӑ, имӗш. Тухаҫҫӗ те уйӑх ҫутипе ӑшӑнаҫҫӗ; сотник хӗрӗ вӗсем хушшинче асли пулса кайнӑ. — Мӗншӗн, асатте? — кулӑпа чыхӑнса ыйтрӗ Разметнов. Ҫав суя, киревсӗр, ирсӗр ҫынсем пирки, ҫав тӑмсай та чунсӑр турӑсем пирки вӑл мӗн чухлӗ асап, мӗн чухлӗ намӑс тӳсрӗ! Ҫакӑнса вилме кантра хатӗрленӗччӗ, мӗншӗн тесен пӗр чиркӳ ҫынни суеҫӗ этем пулнӑ. Ҫав йӗпе сӑмсасен компанийӗ ӗҫе пӑсса хуман пулсан, эпӗ кунта тата мӗн те пулин тупнӑ пулӑттӑм. Ытла та йӑлӑхтаракан хӗрарӑм ҫав Мими! Вут чӗртсе ярас тесен, мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? Нагульнов килсе тухни нумайӑшшӗн кӗтмен япала пулчӗ. Ытти шухӑшсемсӗр пуҫне вӑл, Говэн, старикӗн ырӑ кӑмӑлӗпе тунӑ ӗҫне ытлашши пысӑка хумасть-ши? — Мӗн пулнӑ? — ыйтрӗ Макҫӑм кӗскен Петртан хӑйӗнчен. Чӗмсӗр хӗрхенӳпе пӑхрӗ ун ҫине Ромашов. «Сунара ҫӳремелли лаша» тени аннене темшӗн иккӗлентерет, сунара ҫӳремелли лаша ӑна урнӑ тискер кайӑк пек туйӑнать пулмалла, ҫавӑнпа вӑл, лаша ӗрӗхсе кайса, Володьӑна вӗлересрен хӑрать. «Ҫав япала» вӑл салари пуянсене пит те кӑмӑла кайманскер, — сад хуҫисен эртелӗ. Задачӑна ӑнланатӑн-и? Эпир килсенех сутуҫӑсемпе базар спекулянчӗсем хаксене хӑпартса ячӗҫ. Лось каллех куҫӗсене хупрӗ, асӗн-ӑнӗн тӗттӗм пушӑлӑхне вирхӗнсе кӗресшӗн, анчах пушӑлӑх ун тавра курка евӗр ҫӗкленсе сарӑлнӑ, вара вӑл каллех курӑнми, ҫӑра ыйха путрӗ. Кам, маншӑн кӗлтуса, ҫылӑхӑма каҫарттарӗ? Тӗрӗксем ав хула ҫывӑхӗнчех курӑна пуҫларӗҫ; пӑртаклӑха та чарӑнса тӑма юрамасть. Ахальтен мар Ермолов: кам Кавказра вунӑ ҫул служить тӑвать, ҫавӑ е ӗҫке ерсе ҫын шутӗнчен тухать, е путсӗр хӗрарӑма качча илет тесе каланӑ, теҫҫӗ. Тепӗр кунне, пӗтӗм хула ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ чух, ватӑ Финн сасартӑк таврӑнать те тӳрех Тэчер судья патне пырса вӑрҫма тытӑнать; лешӗнчен вӑйпах укҫа ыйтать тата Джима шырама пӗтӗм Иллинойсра облава тума хушать. Климов штурман кунти хулари больницӑра вилнӗ, вӑл экспедиципе каякансенчен пысӑк ҫӗр ҫине ҫитнӗ пӗртен-пӗр ҫын. — Тата эпӗ французла та вулама пултаратӑп. Эпӗ сӑмахпа ҫавӑрса калама пӗлместӗп, анчах хам тӗрӗс шутланине лайӑх ӑнланатӑп. Эсӗ, тусӑм, хӑш дивизире пулнӑ? — ҫивӗччӗн ыйтрӗ вӑл вӑрӑм та сыв мар, шыҫӑнчӑк питлӗ фронтовикран, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче «Сталинграда хӳтӗленӗшӗн» медальне курнӑ хыҫҫӑн. Майор Айртонӑн отрядрах юлмалла, мӗншӗн тесен ҫыран хӗррисене вӑл аван пӗлет те, ҫавӑнпа та экспедици кӗтмен ҫӗртен Гарри Грант йӗрӗ ҫине кӗрсен, вӗсене ҫав йӗр тӑрӑх Айртонсӑр пуҫне урӑх никам та лайӑхрах ертсе пыма пултараймасть, юлашкинчен тата, «Британи» ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑна вӑл анчах кӑтартма пултарать тет. Анчах та пирӗн пӗр еннеллех каймаллаччӗ, ҫавӑнпа та тепӗр темиҫе самантран эпир каллех юнашарах утма пуҫларӑмӑр. — Унӑн мустангӗ пулман пулсан, эпӗ халь ӗнтӗ хаяр судпа ҫилленсе кайнӑ халӑх умӗнче тӑнӑ пулӑттӑм». Хулари пурӑнӑҫ хӑй майӗпе шӑвӑнса пырать. Вӗсем Геновева каҫарнӑшӑн та кӳренӗве илчӗҫ. Хӑш-пӗр ҫӗрте утнӑ ҫӗртех — пӗр алӑра кӑкӑр ачине ӗмӗртекен, теприне тепӗр алӑра йӑтса пыракан мӗскӗн хӗрарӑмсем курӑнаҫҫӗ. Хӑш чухне тата шурӑмпуҫ хӑпарнӑ чух ӑна эпӗ кӳршӗри койка ҫинче кураттӑм, вӑл куклетнӗ урисене хӑй айнелле туса ларатчӗ, ҫурма хупӑ тӑрӑхла куҫӗсем нимӗне уямасӑр чалӑратчӗҫ. Икона умӗнче лампада ҫав вӑхӑтра ҫутӑрах ялкӑшса илчӗ те унӑн ҫути тӳрех хам калаҫакан ҫын ҫине ӳкрӗ. Христофор атте ирӗк парса пилленипе Егорушка таҫта гимназие вӗренме кӗме каять. — Мӗн каларӗ вӑл! Эпир ӑна епле пулӑшӑпӑр-ха? Унтанпа сахал мар вӑхӑт иртрӗ. Вӗсем патӗнче мӗн пулса иртнине фронтовика турех тавҫӑрса илме йывӑрри ҫинчен калакан, анчах унпа хӑйӗнпе нихҫан та пулса иртмен приключенисенчен тата икӗ-виҫӗ эпизодне каласа панӑ хыҫҫӑн, Воропаев вӗсен колхозӗ аякран мӗнпе курӑнни ҫинчен кулӑшла сӑрсемпе ӳкерсе кӑтартрӗ. Ахӑртнех, унӑн халтан кайнӑ нервисем ӑна эпир арлӑх енӗпе хӑтланни епле киревсӗр пулни ҫинчен систернӗ пуль; анчах вӑл ҫакӑн пирки мӗнле каламаллине пӗлмен. Чӗрӗк сехетрен эпӗ пӗчӗкҫӗ бухта хӗрринчи пӗр сӑмсах хыҫӗнче Ганс ӗҫленине курах кайрӑм. «Халь вӑхӑт ӗнтӗ!» шухӑшласа илет те Петро ҫав самантрах аллине малалла тӑсать. Василий аялтан хӑпарчӗ те чӳрече янахӗ ҫине шӑпӑр евӗрлӗ темле япала пӑрахрӗ, вара анасла-анасла, лар ҫине выртрӗ. Огнянов пит пӑшӑрханса кӗтрӗ вӑл таврӑнасса. Эпӗ ӑна хам та сисетӗп. Сакӑр тимӗр хуларан улттӑшне касса татнӑ. — Ох, ан кала! — терӗ Гек, хӑранипе хытсах кайса. — Ҫук, нимех те пулмалла мар пек… ӑна юр витсе лартнӑ-ха… Эпӗ румпеле ҫирӗплетсе хутӑм, аяла антӑм, хамӑн пӗчӗк арчана шыраса тупса ун ӑшӗнчен хама анне парне панӑ ҫемҫе пурҫӑн сӑмса тутрине илтӗм. Пӗр сӑмахпа каласан, хам французла тата нимӗҫле таса калаҫнисӗр пуҫне, эпӗ кирек мӗнпе мухтанма тытӑнсан та, вӗсем ӑна манран лайӑхрах пӗлеҫҫӗ, ҫийӗнчен тата ҫакӑнпа пӗртте вӗҫкӗнленмеҫҫӗ. Влаҫа хӑй аллине ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн, министр сенаторсенчен е совет членӗсенчен чылайӑшне укҫа парса хӑй майлӑ ҫавӑрать, ҫапла туса вӑл хӑйӗн положенине ҫирӗплетсе пырать. Ҫурҫӗр тӗлнелле сасӑсем илтӗнме пӑрахнӑ, йӗри-тавра пӗтӗмпех шӑп пулнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗ ҫапкаланчӑк йытӑ вӗрни ҫеҫ илтӗне-илтӗне кайнӑ, вӑл койотсем салху уланине хирӗҫ вӗрнӗ. Унта, йывӑҫсем хушшинче, фонтан; вӑл тӗттӗмре шуррӑн курӑнать — питӗ вӑрӑм, темле усал-тӗсел кӗлетки пек туйӑнать. Сӑмахӗ чылая тӑсӑлчӗ те, ӑна тарӑхса итлекен Вальӑна курсан кулӑшла пек туйӑнчӗ мана. Манӑн пур; шыва турпас пӑрахсан — вӑл кӗрсе илсе тухать. Ман пулӑшу е ман канаш кирлӗ пулсан, ҫыру ҫырса пӗлтерӗр. Кӑнтӑрла тӗлӗнче 144°35' долготари Кальбоан урлӑ тата 144°45' долготари Кемпейсп-Ривер урлӑ шыв ҫинченех каҫма тӗл килчӗ. Хӑйне лӑплантармашкӑн гипотеза шухӑшласа кӑларнӑ пулин те, Фелим ҫапах пуҫсӑр юланута тепӗр хут хирӗҫ пуласран хӑранӑ. — Юлташсем, — терӗ вӑл, — пӑхӑр-ха, вӗсем пуре те иккӗн ҫеҫ: пӗри пире кунта вилӗм ҫине илсе килекен ватӑ ухсах, тепри — йытӑ ҫури; эпӗ тахҫанах унӑн чӗрине касса кӑларма шутланӑччӗ. — Мӗне пӗлтерет ку, сударь? Тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик хӑйӗн салтакӗсем хушшинче чул кӗлетке пек тӑнӑ, ӑна хӗвел ҫутатнӑ; конус евӗрлӗ пупсемпе тияккӑнсем те ылтӑнтан тунӑ чунсӑр кӗлеткесем пек пулнӑ, вӗсем хӗвел ҫутинче ирӗлсе, шӑранса тӑнӑ, ризӑсем йӑлтӑртатни Маврин поручик ҫине те ӳкнӗ; аналой умӗнче, картузӗпе сулкаласа, шуҫ пуҫлӑ самӑр офицер сиккеленӗ. — Малтанлӑха пӑртак сӑртсем пулаҫҫӗ, — унтан Кордильерсен хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑмӗ вашмӑкланса пырать, кайран тикӗс те тӳрем ҫӗр, чӑн-чӑн сад евӗрлӗ чечеклӗ вырӑн. Службӑри кивӗ йӑла мӗн тери ҫирӗп кӗрсе юлнӑ ӑша! Независимость форчӗ Тандиль сьерри тинӗс шывӗнчен пин фут ҫӳлелле ҫӗкленет. Сывӑ пул, пирӗн анне! терӗҫ пурте пӗр харӑссӑн тенӗ пек. Эпӗ ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, пӑхрӑм та — тӗлӗнсе кайрӑм. «Вокзала каятӑп», — шухӑшларӗ Ромашов. Анчах сасартӑк хӑй калушӗсем ҫине пӑхрӗ те чиккелекен намӑслӑхпа хӗрелсе кайрӗ. Пӗтӗмпех чуста евӗр ҫӑра та хура пылчӑкпа вараланнӑ, ӑшлӑхлӑ, йывӑр резина калушсемччӗ вӗсем. Шӑпах ҫавӑ. Чылайччен вӑл утса ҫӳренӗ. Юлашкинчен вӑл хӑй кайнӑ ҫӗртен тепӗр енпе ҫавӑрӑнса килнӗ. Вут ҫути тискер кайӑксенчен сыхлать. Ҫакӑ мана асаплантарать. — Ку вӑл тӑрлавсӑрла хӑтланни тата пустуй укҫа пӗтерни кӑна. Кун пекки, тӑванӑм, пурнӑҫра пӗр хут ҫеҫ пулать. Паллах ӗнтӗ, эпир вулкан сийӗсен ӑшӗнчен тухнӑ. Хайхискер мана ҫавӑнтах биллиардла выляма вӗрентме пулчӗ. Сирӗн пата пӳлӗме вилӗм килнӗ. Вӗсем пурте акӑлчансемпе американецсем, арӑмӗсем вара Добрая Надежда сӑмсахӗнчи хӑйсен акӑш-макаш йӗркесӗрлӗхӗсемпе палӑрса тӑракан негритянкӑсемпе готентоткӑсем пулса тӑраҫҫӗ. Иван Иванович турра мӗн тери кӗлтӑвать тата! Рулевой, вӑйлӑн пырса тӗртнипе штурвал патӗнчен сирпӗнсе кайнӑскер, хӑй ҫине мӗншӗн сасартӑк килсе тапӑннине ӑнланса та юлаймарӗ. Уҫӑ кӑмӑллӑ Стайка кӑшт айванрах пулин те, Радӑн ӑшӗ вӑрканине лайӑх ӑнланчӗ, хӑй пултарнӑ таран хутне кӗме те тӑрӑшрӗ. Вӗсем пӳлӗмрен тухса кайсан, ялан каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳресе, пӗрре те пӑшӑрханман пек туйӑнма тӑрӑшакан Томас офицер патне пычӗ те арестленӗ Артурпа калаҫма ирӗк пама ыйтрӗ. Сережа ытла та кӑмӑллӑ хӑтланать; вӑл курткине хыврӗ — пичӗпе куҫӗсем ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ, — хӑй вӗҫӗмсӗр ахӑлтатать, ашкӑнмалли ҫӗнӗ майсем тупать: пӗр вӗҫӗмрен лартнӑ виҫӗ пукан урлӑ сиксе каҫать, пӳлӗм тӑрӑх кӑлтӑрмачла кусать, пӳлӗм варрине никӗс вырӑнне Татищев лексиконӗсене хурса, пуҫхӗрлӗ тӑрать те урисемпе тӗрлӗрен мыскарасем тӑвать, кулмасӑр чӑтмалла мар. — Российӑра, ман шутпа, шепталкӑсем ҫеҫ мар, ананас варенийӗсене те, йӳҫӗтнисене те кӑмӑл туличченех ҫинӗ пуль. — Калӑп. Вӑрманта, Говэнсен чулӗ патӗнче. Нагульнов хӑйне хӑй ҫапла тыткаланине пурте тӗрлӗ майлӑ хак параҫҫӗ: пӗрисем ырлаҫҫӗ, теприсем хурлаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗрисем, шухӑшӗсене палӑртма тытӑнарах тӑрса, нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Анчах та питӗ хисеплеҫҫӗ мана… Ҫирӗм ӗмӗр хушши пӗр-пӗрин хыҫҫӑн пурӑнса вилнӗ ӑрусен юлашкийӗсем тата шӑмӑ ванчӑкӗсем выртакан вырӑна темӗн пысӑкӑш масар теме те юрать. Ҫул вырӑнне ҫеҫенхир тӑрӑх темле калама ҫук сарлакаскер, анлӑскер, улӑпласкер тӑсӑлса выртнӑ; ытти ҫулсем пекех, йӑлт такӑрланса, тусанпа витӗннӗ вӑл, анчах анлӑшӗ унӑн темиҫе вуншар хӑлаҫа та ҫитет. Господин Лиденброк, эсир пирӗн член-корреспондентсен шутне кӗрсен, пирӗншӗн питӗ кӑмӑллӑ ӗҫ тунӑ пулӑттӑр. Ҫук, хӑрушӑ шар урӑх ҫӗрелле кайрӗ, Ганс патнелле ҫывхарать, вӑл ун ҫине шӑтарас пек тинкерсе пӑхса тӑрать, унтан пичче патнелле шурӗ, унтан пӑрӑнса кайма тӑрӑшса пичче чӗркуҫленсе тӑчӗ: унтан ҫав ҫутӑ шар ман патӑма ҫитрӗ, эпӗ вилнӗ пекех пулса кайрӑм, унӑн ҫуттине вӗрирен чӗтӗресе тӑратӑп; вӑл манӑн ура ҫумӗнчех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, эпӗ хамӑн урама туртса илесшӗн, анчах ӑна ниепле те сиктерейместӗп. — Чӑнах та вара кунта ҫӗлен пулнӑ-и? — тесе ыйтрӗ Морис, хӑй иккӗленнине палӑртса. Ачасем мана та, ӑна та ҫӑлса тӑнӑ. Лайӑх ҫын пулмалла эсир. Питӗ хӑвӑрт улӑхнипе ҫеҫ эпир пӑчӑхса антӑхман. Хӑйӗн ҫӳлӗ, пысӑк уссиллӗ, сарлака кӑкӑрлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, пур ҫынсене те юратакан пысӑк чӗреллӗ ашшӗне те курнӑ вӑл; унӑн чӗринче кӑмӑллӑ юрату ытлашшипех, амӑшӗпе килхушшин пӗр кӗтессинче вылякан пӗчӗк мучачо валли те ҫителӗклех пулнӑ. Ҫапла вара кашни ҫӑлтӑрах хамӑр Ҫӗртен питӗ инҫетре вырнаҫнӑ хӗвел теме пулать. Арина Власьевна Аркадие асӑрхамасть те, хӑналамасть те. Вӑл, тӑртанарах тӑракан чие ҫырли тӗслӗ пӗчӗк тути тата питҫӑмартисемпе куҫхаршисем ҫинчи шӗпӗнӗсем питӗ ырӑ кӑмӑллӑ сӑн кӳрекен ҫавра питне чӑмӑрласа тытнӑ аллипе тӗревлесе ларнӑ та, ывӑлӗ ҫинчен куҫӗсене илмест, пӗрмаях ассӑн сывлать. Нумай пулать курманни, нумай. Пӗр самант хушши вӑл чӗре патне капланса килнӗ юн хытӑ кӗрленисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те туймарӗ, ҫав юн акӑ халех унӑн кӑкӑрне ҫурса ярас пек туйӑннӑ; унтан юн чӗре патӗнчен каялла тапса кайрӗ те пӗтӗм ӳт тӑрӑх вӗри хум пек сарӑлчӗ. Эпӗ сана кӗтетӗп, мӗнле пулсан та кил». А вӑл, ала пит-куҫлӑ айван, калать: секретарь кӗпесӗр, тет. Кам каларӗ-ха мана, е хамӑр ӗненекен халлапсем ҫӗр ҫинче пурӑнаҫҫӗ пулсан, пӗтӗмпех ытарма ҫук лайӑх пулать тесе? — Мӗнле «Шотланди» ҫинчен калаҫатӑр эсир? — тесе ячӗ Джон Мангльс. Анчах Бекки питӗ вӑйсӑрланса ҫитнӗ. Анчах эпӗ сире ҫапах та йӗркеллӗ ҫын тесе шутлатӑп. Мӗскер ҫав тери асаплантарать сире? Подпоручик, старике курсан, кӑшт тӗлӗнсе кайрӗ… Кунта пусма — манӑн алла тытӑр-ха. Яков Тарасович ӑна часах палласа илнӗ, вара, сасартӑк шикленсе ӳксе:— Мӗн пулчӗ тата? — тесе кӑшкӑрса янӑ. Аманни вӑтанса кайрӗ, каялла чакрӗ: — Мӗн эсир, старший лейтенант юлташ! — Ҫавна индеецсем тунӑ тесе шутламастӑр эппин эсир? Алексей ун хыҫҫӑн хӑваларӗ. Ытларах леш хӑрах куҫли сиксе ӳкет, сӳпӗлти, пӗрре апла калать, тепре капла. «Атте колхозра ҫуркунне валли хӑмӑт таврашӗсем хатӗрлет, ерҫмест вӑл, каплах ӗҫлесен мана авлантарасси ҫинчен те манӗ-ха», шухӑшланӑ Андрей. Ӑпӑр-тапӑр купинче тупнӑ леш тазпа эпир нимӗн те пӗҫермерӗмӗр, унӑн шӑтӑкӗсене сӗрсе лартнӑ замазка хӑйпӑнса ӳкӗ терӗмӗр; ун вырӑнне пирӗн валли Сайлас тетен питӗ селӗм пӑхӑр ҫатма тупӑнчӗ, йывӑҫ авӑрлӑскер, — ӑна вӑл пит упраса тыткалать, мӗншӗн тесен ку япалана унӑн мӑн аслашшӗсенчен пӗри, Англирен илсе килсе, пӗтӗм чунтан парнеленӗ, вӑл Вильгельм Завоевательпе пӗрле «Мейфлауэр» карап ҫинче-и е малтанхи урӑх карапсенчен пӗрин ҫинче ларса килнӗ пулать. (ун сасси чӗтренсе илчӗ) эпӗ вӗсене лӑплантарӑп. Чӑнах та, ҫӑра курӑк ӑшӗнчен вӗсем ларнӑ ҫӗре темле чӗрчун систермесӗр шуса тухрӗ пуль тесе, хӑрама май пур. Ҫав вӑхӑтра сасартӑк пӑшалсемпе пени илтӗне пуҫланӑ, пӑшӑрханнипе пурте сиксе тӑнӑ та пӑшалӗсем патне чупнӑ. Ун пек туйӑмсене ҫырса кӑтартма сӑмах ҫителӗклӗ мар: вӗсем хуть те мӗнле сӑмахран та тарӑнрах, вӑйлӑрах, тата пӗр сӑмахпа вӗсене пӗлтерме те ҫук. Вӑл, юратуне чӑтаймасӑр, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анать те ӑссӑрла сӑмахсемпе пӑшӑлтатать аран ҫеҫ илтӗнмелле: — Тӳшекӗмӗр пирӗн — симӗс курӑк. Вӑл вырӑн ҫинче выртса хирӗҫле ҫаптарчӗ, Мирон вара, сӑмсипе сулкаласа, пӗрмай каларӗ: — Ӑнланӑр: патшана мошенниксен шайкки ҫавӑрса илнӗ, вӗсене тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсемпе улӑштарни кирлӗ… Пӑшал пенӗ сасӑсем шӑпланчӗҫ. Кама та пулин хупӑрласа илсе тытма хатӗрленнӗ пек туйӑнчӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ку тӑван ҫӗршыва нимле усӑ та парас ҫук, иккӗмӗшӗнчен… иккӗмӗшӗнчен те нимле усӑ та парас ҫук. Ирех ӗҫме тытӑнатчӗ, пӗр бутылкӑна тӑватӑ хут тытӑнса ӗҫсе яратчӗ, вара каҫчен сӑра ӗмсе ҫӳретчӗ. — Килте питӗ кичем пулнипе кунта килтӗм эпӗ, — терӗ Шубин. Тӗрӗслӳ вӗҫленсе пычӗ. — Пирӗн айван йӑла тӑрӑх, — терӗ вӑл, — эпир ахаль стаканран ӗҫсе-ҫиме ҫылӑх пек шутлатпӑр. Тӗрӗссипе, мухтанма иртерех-ха, терӗм эпӗ. — Чӑннипе каласан, сэр, манӑн пӗтӗм карапа сывлӑшалла сиктерсе ярас килет, — терӗ вӑл. Пӗтрӗ, Иван Иваныч! Тискер кайӑк хӑйшӗн санран ӑслӑрах тӑрӑшать пулӗ, тискер кайӑк хӑйне санран лайӑхрах хӳтӗлет. Анчах хальхинче ӑна хырӑмӗ пӗрре те аптратмарӗ. — Вунӑ х-хутчен ви-вилме т-тытӑнтӑм — ви-вилмерӗм, — шӑнӑр туртнипе тутисене турткалантарса, тӗлӗнмелле мӑнкӑмӑллӑхпа ответлерӗ лешӗ. — Лакейланма. Юсав пире хакла ларать. Эпӗ сире хам пата пыма чӗнетӗп, хваттерӗм кӑмӑллах пулмӗ те, айӑп тумӑсӑрччӗ ӗнтӗ. Манӑн тата пушшех ним шутсӑр ашкӑнса хӑтланас, ҫынсене пӑхтарса савӑнтарас, вӗсене култарас килсе каятчӗ. Ку япалапа хирӗҫ штурвал системи вӑйсӑр, астрономи сӑнавӗсем кӑна карапӑн тинӗсри вырӑнне тӗрӗс палӑртма май параҫҫӗ. Пиллӗкмӗшне тӗллесен, Хӗрлӗ Тӑрна ӑна каланӑ: — Ҫитет, санӑн аннӳ валли пӗр кайӑк, аҫу валли тепӗр кайӑк, ман валли те пӗрре пур. Назаркӑпа Ергушов, буркисене сарса хурса, пӗрене хыҫне вырнаҫрӗҫ, Лукашка Ерошка мучипе пӗрле малалла кайрӗ. Паян эпӗ Венгри магначӗпе калаҫрӑм, унӑн йӑхӗ XIV ӗмӗрте пуҫланса кайнӑ. Вӑл кӑштах пӗшкӗнчӗ те Павел ӑна тытса чарма ӗлкӗриччен хӑйӗн вӑрӑм та ҫемҫе кӗлеткипе, кӗленче пӑккине штопор кӗнӗ пекех, халӑх хушшине пӗтӗрӗнсе кӗрсе кайрӗ. Ҫавӑнтах унӑн юрланӑ пек янӑракан сасси илтӗнчӗ: — Юлташсем! Ҫӳлти турӑ! Пурне те персе пӑрахрӗҫ! — Шӑп та тӗрӗсех. Эпӗ кӳлешеттӗм, хам нимӗн тӗшне те тӑманнине тавҫӑраттӑм, ухмахла кӳренеттӗм — ҫав вӑхӑтрах ӑна чуралла юрама тӑрӑшаттӑм, ҫӗнтерме ҫук хӑват пурпӗрех мана ун патнелле туртатчӗ — вара кашнинчех ун пӳлӗмӗн алӑкӗнчен ирӗксӗр ҫӳҫенсе кӗреттӗм. Вара эпӗ няньӑна мана садра пӗр-пӗр хӳтӗ, шиксӗр вырӑна пӗчченех хӑварма йӑлӑнса ыйтрӑм. Кӗпӗрнаттӑр сӗтелӗ хушшинче апат тунӑ чухне ҫынпа ҫынна уйӑрса илекен лакей мана пӗрер чашка памасӑр хӑварнине те эпӗ часах хӑнӑхса ҫитеймерӗм. Цимбал хӑй патне виҫӗ ҫын илет. Городцов та виҫӗ ҫын илет. Хутор патӗнче курӑнса выртакан ҫӗртме пуссине ҫитсе ӳкес тесе, вӑл виҫӗ ҫухрӑма яхӑн ҫулсӑр-мӗнсӗрех пычӗ. — Вӑл пулма пултарас ҫук! Ҫак Севастополь эпопейӗ Российӑра нумайлӑха аслӑ йӗрсем хӑварӗ, нумайччен асра пурӑнӗ вӑл, вӑл эпопейӗн геройӗ — вырӑс халӑхӗ… Историн каҫхи урокӗ хыҫҫӑн эпӗ тетрадьсене илтӗм те алӑк патнелле утрӑм. — Ҫапла пулӗ терӗм ҫав. Ҫакӑнта арҫын ачасем, ухмахсем пекех, пустуй выртакан тимӗр таврашне пуҫтарас ӗҫре хӑйсен пӗтӗм вӑхӑтне ирттерме, унта хӑйсен пӗтӗм вӑйне хума хатӗр. Тимӗршӗн тимӗр шӑратакан заводра хӑйсене пӗр ултӑ цент ҫеҫ параҫҫӗ. Хӑйсене уншӑн икӗ хут ытларах парас пулсан та, ӗҫлессине ӗҫлесшӗн мар ӗнтӗ вӗсем. «Французсем килеҫҫӗ!» тесе кӑшкӑрса янӑ чух вӑл Васин каласа паракан халлапа итлесе ларнӑ. — Юрӗ ӗнтӗ, саншӑн тесен пӗҫерӗп, эсӗ пире кӑмаллатӑн вӗт, таркӑн негра та кӑтартрӑн. — Эсир ҫакӑнпа мӗн калас тетӗр, ҫавна ӑнлантарса парӑр. Апла пулсан та ялан аслӑ урамӗнчи ҫуртсен алӑкӗсем уҫӑ, пурне те пӗлесшӗн ҫунакансем чӳречерен пуҫӗсене кӑларса урама пӑхаҫҫӗ. Эпӗ мӗншӗн: «Хаклӑ граждансемпе карчӑксем!» тесе каланине ӑнлантарса парам-ха сире. Вӑл ҫавӑнтах, Смион хаджи арӑмӗпе тепӗр ҫамрӑк майра енне ӳпӗнсе, тем пӑшӑлтатса кала пуҫларӗ. Ҫапкаланса ҫӳрекенсем… Ҫук! Анчах ҫул уҫӑлсан, хайхи дрезинӑпах — ӗнтӗ мӗн тесен те Станислав хӗрӗсем ҫав дрезина патне ҫитеймен — ҫав дрезинӑрах мана ҫак виҫӗ мӑшӑр кӑвак куҫлӑ кил-йыш, манпа вӑтана-вӑтана сывпуллашса, Заозерье станцине ӑсатсан, каллех эпӗ санитарнӑй поезда ларсан, (хальхинче ӗнтӗ ку поезд лайӑх йышшиехчӗ, — ваннӑ та пурччӗ кунта, радио та, кӗнеке-хаҫат вуламалли вагон та пурччӗ), ҫӑвӑнса та тасалса, сурансене ҫӗнӗрен ҫыхтарса, суранлӑ урана медицина науки хушнӑ пек мачча ҫинелле тӑратса пынӑ чух, пӗтӗм Вӑтам Россия урлӑ иртсе, таҫта Киров хулин леш енне, каҫсенче ҫутӑ сӳнтермен лӑпкӑ тӗнчене ҫитсен, Ромашовпа ман хушӑра мӗн пулса иртнине тин аса илтӗм. Вазуза шывӗ халь тӗнчене ҫеҫ мар, тӗнчепе пӗрле Андрейӑн пурнӑҫне те икӗ пая уйӑракан чике пулса тӑчӗ. Пӑван каллех хӑйӗн ҫемҫе, уҫӑ сассипе кушак мӑрлатнӑ пек калаҫма пуҫларӗ. «Ягуар калаҫма пултарсан кӑмӑлӗ тулнӑ вӑхӑтра шӑпах ҫапла калаҫнӑ пулӗччӗ», — шухӑшларӗ Джемма ытларах та ытларах ҫилленсе. Приговора халӗ ҫеҫ пурнӑҫа кӗртнӗ… — Эпӗ ун ҫине пӑхма килтӗм, — терӗ Монтанелли. Нимӗне тӑман пӗр кивӗ хут татӑкӗ пиркиех пичче ҫакӑн пек тутлӑ апат-ҫимӗҫрен юлчӗ. Ӑна чӗррӗн е виллӗн тытса влаҫсен аллине паракана утмӑл пин ливр тӳлетпӗр. Вулакана ҫак тӗлте акӑ мӗн ҫинчен пӗлтермелле пулать: Антон Прокофьевичӑн пӗр темле урӑхларах йышши шӑлаварӗ пур, ҫав шӑлавара тӑхӑнса урама тухсанах, ӑна йытӑсем ҫулӑхаҫҫӗ те шӑпах ури хырӑмӗнчен ҫыртма пӑхаҫҫӗ. Ҫакӑ темшӗн питӗ килӗшет те, илӗртет те Ромашова. Полкри ҫамрӑк офицерсем! хушинче тиншӗксене тӗрлӗ акӑш-макӑшсемпе тӗнчере ҫук тамаша-таврашсене вӗрентес самай айванла, ача-пӑчалла та кулӑшла вӑйӑ сарӑлнӑччӗ. Запорожьери таборта шӑв-шав тӑрать тата вӗҫӗмсӗр ҫын хӗвӗшет. — Тӑхта, атя-ха ҫавӑнталла! — терӗ те сасартӑк Яхно, шинель аркисене сиркелесе, хӑвӑрттӑн лупашкаран сӑрт ҫинелле улӑхрӗ те пӗр пӗччен ларакан шӑлан тӗми патнелле утрӗ. — Йывӑр мар, мистер Гленарван. Тепӗр ҫул Капраль португалец тата та леререх, хальхи Сегура портне ҫитичченех кайнӑ. — Тӗрӗслӗхе калама — пурне те паман! — аллине ҫӳлелле ҫӗклесе, вӗрентӳллӗн тата пикенсех калаҫма пуҫланӑ Яков Тарасович. Анчах унӑн ученикӗсем хӑйсене мӗн вӗрентнине тӗплӗнех тӑваймаҫҫӗ-ха, профессор хӑй те час-часах йӑнӑшсем тӑвать. Эпӗ хам мӗн тунине пӑхса тӑмӑп! Вӑл тахҫанччен хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ларчӗ-ларчӗ те юлашкинчен ҫапла каларӗ: — Ытлашши ачашланса кайнӑ! Лагерьтен темиҫе километр хӗвеланӑҫнелле, пӗлӗтелле пин метр кармашса тӑракан Чуллӑ сӑртсен шӗвӗр тӑррисем курӑннӑ. Кӑна ҫынсемпе выльӑхсен пӗр пекех сисеҫҫӗ. Чӑнах та, баррикада ҫинче стрелоксем нумай, анчах унти мӗнпур (пӑшала хирӗҫ унӑн тупӑсем пур, пульӑна етрепе танлаштарма ҫуках ӗнтӗ. Мӗнле-ха вара, пӗлӗтсем саланчӗҫ-и, хӗвеле хуплама пӑрахрӗҫ-и? Володя хӑй малти вырӑнта тӑнине ӑнланнӑ пек, унпа мухтаннӑ пек туйӑнчӗ мана. — Тепӗр кунхине ирпе ирех купсасем ҫула тухнӑ, утӑ ҫулакансем те вӗсенчен юлман. Фронтпа госпитальтен тухсан эпӗ чи малтанхи хут ҫакӑн пек ҫуртраччӗ-ха. Хӑшӗ те пулин шыв ӗҫсе тӑранчӗ-ши, тӑранмарӗ-ши — каллех витене ҫитиччен сиккипе чуптарса таврӑнчӗ. — Ҫур ҫӗрте пыратӑп. — Эсир туман-и ӑна? Хӗвел газсенчен тӑрать; вуншар е ҫӗршер пин градусра нимӗнле газ та пӗр вырӑнта тӑма пултараймасть. Уйӑх Хӗвелпе Ҫӗр варрин тӳрӗ йӗрӗнчен кӑшт аяккарахран иртет пулсан, пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленмест. Эсир пурте — тӑвансем, пурте хаклӑ ҫынсем! Ҫӑрттан мучи, ӗненмен пек пулса, куҫне хӗсрӗ: — Суятӑн эсӗ, шуйттан Грачӗ! Ҫыру — ӗҫсене часрах пӗтерсе, киле таврӑнма сӗнекен канашпа вӗҫленнӗ. Ҫавӑнтан вара вӑл ман ҫине атте пек ачашшӑн пӑхма пуҫларӗ, мана ятпа тата атте ячӗпе те чӗнетчӗ. Тыткӑн унӑн мӗнпур активлӑхӗпе вӑйне тӳрех те ҫав самантрах ҫапса хуҫнӑ. Ҫапах та, эпӗ часах хамӑн вӑй пӗтсе килнине сисрӗм. — Ҫапла, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ Дик, — турӑ пулӑшнине эпӗ ҫакна тума тӑрӑшӑп. — Ан та кала, — терӗ Гленарван, — мӗнле хӑватлӑ ҫын вӑл, пурне те таҫтанах курать. Кунта мӗнле майпа килсе вӑрӑнтӑн-ха эсӗ? Аннепе пӗрле ӳсӗр ҫынсем пыратчӗҫ… Унти ачасен ӗҫӗсем мӗнле пыраҫҫӗ? Вырӑна тӗпчемесӗр, хӑйсем Кӑнтӑр Америкӑн хӑш пайӗнчине, ҫын пурӑнакан вырӑна ҫитме инҫепе ҫывӑххине пӗлмесӗр ҫула тухни вӑя ахаль пӗтернипе пӗрех. Ку ӑна вӑйсӑрлатса ячӗ, чӗринчи юнне ӗмсе кӑларнӑ пек пулчӗ, пуҫа ҫавӑрчӗ. Ҫапла ӗнтӗ Гелфри Дэви те тӗрӗсех каланӑ. Ҫавӑнпа ӑна ӗненсе эпӗ те тӗрӗс пынӑ. Юлташӗ пирки хурланнӑ туйӑма вӗсен Саша илсе кӗнӗ савӑнӑҫпа улӑштарас килмерӗ, вара, хуйхӑрас ирӗкне хӑйсем сисмесӗрех хӳтӗлесе, вӗсем ирӗксӗрех хӗре хӑйсен кӑмӑлӗн картине кӗртме тӑрӑшрӗҫ… Вӑл ахӑлтатса илчӗ те колхоз ҫинчен малалла каласа пачӗ. Унӑн кӗске те пӑтрашуллӑ калавӗнчен Воропаев ҫакна ӑнланса илчӗ. Колхозра ӗҫсем лайӑх пыраҫҫӗ, мӗншӗн тесен халӑх хӑйӗн вӑйӗпе пултарулӑхӗ ҫине шанса тӑрать. Лашасем ҫемҫе те путакан юр ҫине асӑрханса пусаҫҫӗ. Хутран-ситрен юр айӗнче выртакан хӑрӑк турат, лаша чӗрни пуснипе, ҫӳлелле ҫаврӑнса тухать те шӑтӑртатса илет. Ҫав таркӑнсем Тоскана витӗр иртсе кайнӑ вӑхӑтра эпӗ Англире пулнӑччӗ. Худфондӑн ачасен лагерӗ адресӗпе янӑ хамӑн ҫырусем мӗншӗн ҫитменни ҫинчен те каламӑп, вӑл лагерь Новосибирск таврашне эвакуаципе тухса кайнӑ. Ованесян доктор манпа пӗрле райсовета ҫитсе, ҫын хутне кӗресшӗн тӑрӑшман пӗр хулӑнламас йӗркесӗр ҫынна ятласа илни ҫинчен те каламӑп. «Ҫак пуян арӑм мӗн тӑвас тенипе килӗшсе пырӑпӑр», тесе шутларӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, ӑна Полозова ыйтнӑ пекех именсе тӑмасӑр: — Ҫапла, эпӗ авланатӑп, — терӗ. Ҫук, тӑванӑм, унран та начартараххи патне: Чикурасов князь патне каятӑп. Эпӗ пӗлекен чи хӑватлӑ хӗҫпӑшал вӑл — кулӑ. Ольга: больницӑра питӗ сивӗ, сывмаррисем одеял айӗнчен тухмасӑрах выртаҫҫӗ. — Эхе, ҫапах та парне туянтӑр пулать? Пурнӑҫа юратни ҫӗнтерсе илнӗ. Ӑнлантӑн-и? Кунта Камышин хули хӗрринче пурӑнакан ачасем кӑшкӑрса, шӑхӑрса ярӑннӑ, пӗр-пӗрине хӑваланӑ, конькисемпе сиккеленӗ, ташланӑ. Ӑҫта кӗрсе каятӑн… Вӑхӑт вунпӗр сехет ҫине кайсан, дю-Буабертло граф капитанпа унӑн помощникӗ де Ла-Вьевиль шевалье хресчен тумтирӗ тӑхӑннӑ ҫынна хӑйне уйӑрса панӑ каютӑна, урӑхла каласан, капитан каютине ӑсатса ячӗҫ. Ытти офицерсем те тӗл пулкаларӗҫ. Хӑшӗсем вӗсенчен Ромашов ҫине питӗ тимлӗн, теприсем тӗлӗнсе, виҫҫӗмӗшсем вара тӑрӑхласа кулнӑ пекрех те пӑхкаларӗҫ, ҫавна пула вӑл ирӗксӗрех тӗршӗне-тӗршӗне илчӗ. — Калаҫса пӑхӑр, ӗмпӗчи. Ну, кун хыҫҫӑн кивӗ михӗ илтӗм те ун ӑшне хам йӑтма пултарнӑ таран пысӑк чулсем тултартӑм, ӑна вилӗ сысна ҫури патӗнчен алӑк патнелле, унтан хӑйӑр тӑрӑх юханшыв хӗрне сӗтӗрсе пырса шыва пӑрахрӑм; вӑл путса курӑнми пулчӗ. Ку ӗнтӗ уншӑн иккӗмӗш хут ҫурални пулса тӑчӗ, ӑна пур япала та ҫӗннӗн, халиччен пулман пек урӑхла курӑнать. Чухӑна чухӑнланнӑ ҫынран уйӑрма пӗлес пулать. — Чӗререн тав тӑватӑп сире, улпутӑм, анчах… — Лодыжкин, ахлаткаласа, шарманкине хулпуҫҫи ҫине хучӗ. Нестеренко ӗнтӗ сиксех чӗтреме пуҫларӗ. Тыткӑна лекнӗ нимӗҫӗ обер-ефрейтор пулнӑ иккен. Вӑл ӑна ытларах та ытларах килӗше пуҫлать. Кӑвак беретпа ҫутӑ плащ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем пӗр пируса черет тӑрса туртаҫҫӗ, вӗсене тӗнчере нимӗн те интереслентермест. — Тӗлӗкӗре татма хӗрхентӗм эпӗ, эсир, тен, телейлӗ тӗлӗк курнӑ пулӗ… Вӑл шыв хӗрринчи сасӑсем илтӗннӗ ҫӗрелле тӗлӗнсе пӑхрӗ те, унтан хӑвӑрттӑн купальня патнелле утрӗ. — Лагерь-и? Тӗрӗсех-и? Эпӗ, ыйӑх тӗлӗшпе, вӑл аялта Буськӑпа Тогӑна, хӑйӗн мала кӳлнӗ йыттисене, вӑрҫса тӑнине илтрӗм. Ҫук, пулмасть. — Ӑҫта реххетленет? — Ҫӑрттан пӗтӗм шкула илтӗнмелле сывласа илчӗ, пуҫне кӳренӳллӗн сулларӗ. Паттӑр эс! Такам ӑна аллинчен чӗпетсе илчӗ. Комбат та ҫӗнӗ. Эсӗ никама та каламӑн-и? — Япӑх инженер-им вара эсир? Ҫук-ши? Ҫак планетӑсенчен Вестӑна кӑна хӑш чухне ахаль куҫпа курма пулать, ыттисене телескоп витӗр ҫеҫ пӑхмалла, ҫапах та вӗсем ҫутӑ пӑнчӑсем пек кӑна туйӑнаҫҫӗ. «Анчах манӑн служба-ҫке» каллех пуҫларӗ городничий: «Правительство мӗн хушнине пӑхӑнмаллах. Дубава сцена ҫине хӑпарсанах, залра вӑл мӗн каласса кӗтсе шӑпах пулаҫҫӗ. Вӑл кунтан икӗ утӑмрах пурӑнать… Унтах ирхи апат тӑвӑпӑр. Ҫав ӗҫсене полкӑн икӗ ҫӗр хушшинче туса пӗтермелле те — вара, ҫирӗп тӑрса, Мускав еннелле тапаҫланакан тӑшман ҫулне пӳлсе лартмалла. — Анчах эпӗ хӑратӑп, — лӑпкӑн тӑсрӗ вӑл малалла, ӑссӑрланса илеме юратакансене йӑлтах хурласа тӑкнӑ хыҫҫӑн, — эпӗ хӑратӑп: эсӗ ӑна часах ӑнланайман, часах тӗшмӗртеймен — вӑл питӗ сӑпайлӑ, шухӑш-кӑмӑлне ҫынна палӑртмасть, хӑйӗн тӗлӗнмелле хӳхӗм енӗсене кӑтартма юратмасть. Чи хӑрушши вӑл манӑн вӗсемпе хирӗҫме вӑй ҫитейменни. Траншейӑсем ишӗлсе, пӑсӑлса пӗтнӗ, блиндажсемпе дзот шӑтӑкӗсенчен пӗрене пуҫӗсем кӑнтарса тӑраҫҫӗ. Ку ирсӗрлӗх мар-и? Сирӗн ял-и? Пӗр хушӑ вӑл, Лозневой ҫаплах-ха хӑй хыҫӗнче тӑнине сиснӗрен ӗнтӗ, ҫухалса кайнӑ пек пулчӗ, ҫав хушӑрах тата, ӑна пытарса хӑварас шухӑшпа Лозневой умне тухса тӑчӗ. Ӑҫта каяс килет санӑн? Курка темиҫе хутчен алӑран алла куҫса ҫаврӑнчӗ пулин те, лараканӗсем темӗншӗн пачах шавламаҫҫӗ. Куҫа-куҫӑн чухне вара мана ҫапла калатчӗ: — Хӑрать ман старик шуйттансенчен! Вӗсем нумайччен уйӑрӑлайми чуптуса илчӗҫ. Мануйлиха, урайне унпа юнашар ларнӑскер, ури ҫине йывӑррӑн ҫӗкленчӗ те ман еннелле аллисемпе сулкаларӗ. Тихон чарӑнса тӑчӗ те хӑйӗн урисем ҫинелле пӑхса, пӗр хушӑ шухӑшларӗ, унтан:— Кӑмӑллӑ ҫынччӗ, выляканскер, лешин пекех… — терӗ. — Акӑ, — чӗлӗмне тултарчӗ те вӑл пӗрре ӗмсе илчӗ, вара калама пуҫларӗ, — ак ҫапла пулчӗ вӑл: эпӗ ун чухне ротӑпа Терек леш енчи крепоҫра тӑраттӑм, унтанпа пилӗк ҫул иртет ӗнтӗ. Ман кӑмӑлӑм ӑна суран ҫӗввисем илемсӗрлетнӗ пек курма килӗшесшӗн мар; пӗр хӗр чеччепе чирлесе шатра питлӗ пулса юлсан та, ӑна каччи юратма пӑрахманни ҫинчен эпӗ таҫта илтнӗччӗ, ырӑ ят илтес шутпа эпӗ те Сонечкӑна ҫав-ҫавах савнӑ пек пултӑм, пичӗ ҫӗвӗллӗ пулин те, ӑна савма пӑрахмастӑп, тесе шутлама тӑрӑшрӑм. Пӗтӗмӗшпе илсен, Валахинӑсен ҫурчӗ патне ҫывхарнӑ чух эпӗ юратса пӑрахнӑ теме ҫукчӗ, анчах юратӑвӑн кивӗ асаилӗвӗсене хускатса, юратса пӑрахма лайӑх хатӗрленнӗччӗ, хам та юратса пӑрахасшӑнахчӗ; кунсӑр пуҫне манӑн тусӑмсем пурте юратса пӑрахнине курса тӑруҫӑн, хам вӗсенчен юлса пыни мана пайтахранпа вӑтантаратчӗ. Ман хуҫа хӑй интересне сыхласа, нянькӑран пуҫне ман ҫумма никама та тӗкӗнтерместчӗ; инкен-мӗн пуласран сыхланса куракансем лармалли пукансене сӗтелтен катана ларттарчӗ. Карл Иваныч урӑх пӳлӗмре тумланать, класс пӳлӗмӗ урлӑ ун патне кӑвак фрак тата темле шурӑ япаласем йӑтса кӗчӗҫ. Пӗлетӗн-и эсӗ эпӗ ҫакна мӗншӗн тунине? Компасӑн ҫаврака картушки ҫинче тӗнчен тӗп енӗсене ҫеҫ мар, вӗсен хушшинчи пур енсене те палӑртнӑ. Анчах эпӗ ӑна апла каласа кӳрентересшӗн пулман вӗт. — Эпӗ, — сас панӑ Фома, шӑрҫа ярӑмӗсене сирсе кӗрсе. Унта чи ачаш виноград сорчӗсемпе лайӑх табаксем ӳсме пултараҫҫӗ, анчах культурӑсем суйласа илес енӗпе колхоз хуҫалӑхӗ халӗ те малти вырӑнта мар-ха. Карчӑк анасласа илчӗ те, сылтӑм аллине хыҫалалла ярса, сулахай хулпуҫҫине хыҫрӗ. Атте манпа кӑмӑлсӑр, анчах эпӗ акӑш-макӑш пысӑк хуйха ӳкнине курса, мана лӑплантарчӗ, ку мӗн тери япӑх пулсан та, пӗтӗм ӗҫе тӳрлетме май пур, урӑх факультета куҫмалла ҫеҫ, терӗ. — Синьора Болла чирлӗ ҫынсем патӗнче ларма питех те юратать. Арӑма пӗр пин ҫурӑ кӗренке укҫа парса хӑвартӑм, ӑна Редрифре илемлӗ ҫурта хваттер илсе патӑм. Чылаях сайралнӑ сывлӑш манӑн ӳпкесемшӗн ҫителӗклӗ мар. — Хӑнӑхмастӑп, анчах та унсӑр май килменнине куратӑп. Мӗншӗн те мӗн тума килтӗн тесе ыйтма пуҫласан? Эленпа Мэри Гранд маориецсем тем пекех юратакан ҫак апата тем парсан та тутанса пӑхмарӗҫ. Анчах апата тиркесе тӑман арҫынсем ӑна юратсах ҫирӗҫ. Ун куҫӗ умӗнче темле симӗс те кӗрен хӗрлӗ йӗрсем, пӑнчӑсем пӗрлешсе ярӑнса иртрӗҫ, ҫинҫе сарӑ ҫипсем йӑлтӑртатса илчӗҫ. Хӑйпе калаҫакан ҫынпа ӗмӗрех килӗшнӗ Мак-Набс труках ҫапла каларӗ: — Сисетӗп эпӗ, тӗрӗс мар калатӑр, Паганель. Куҫне шӑла-шӑла калаҫать ҫак этем. Вӗсем чӗре япаласем пекех туйӑнаҫҫӗ; юри ҫеҫ ӳсентӑрансем пек курӑнма тӑрӑшаҫҫӗ тейӗн. Шуйттан пӗлет темӗнле инҫете вӗҫсе килтӗмӗр те иккен — ак сана; ларах лӑпкӑ кӗтесре… Паллах, шӑтӑк хӗрринчен ҫирӗп ҫыхса хӑварнӑ вӗрен пирӗншӗн шанӑҫлӑ тӗрек пулма пултарнӑ, анчах эпир анса ҫитсен, ӑна мӗнле салтса ямалла-ха? Ку эрнере ӗҫ ҫав тери нумай пулчӗ… — Чӗре ҫунать. Кайран вара вӗсем ҫӗр каҫичченех алтӑрсемпе тата ҫӗлӗксемпе шыв тӑкнӑ, шӑтнӑ вырӑнсене сапланӑ; козаксен йӗмӗсене касса паруссем тунӑ та малалла вӗҫтерсе туроксен питӗ хӑвӑрт ҫӳрекен карапӗнчен тарса хӑтӑлнӑ. Больницӑсенче мӗн кирлисем пурте пур-и? Унтан вара, шӑпа хӑйне мӗн пӳрнине ӑнланса илчӗ пулас та, сасартӑк сылтӑмалла, Марийка патнелле туртӑнкалама пуҫларӗ, туртӑннӑ хушӑра аллипе тусана сӑптӑра-сӑптӑра илчӗ. Тип-тикӗс Хӗрлӗ площадь ҫине тӗрлӗ тӗслӗ сӑрсемпе ҫуртсем, газонсем, аллейӑсем ӳкерсе тултарнӑ. Эпир паллӑ туман билетпа пурӗ-пӗрех поезд ҫине лараймастӑр. Тӑван ҫӗршыв вӑл — пирӗн чун шыракан кӗтес, пирӗн пуринчен те лайӑх туйӑнакан вырӑн, ман тӑван ҫӗршывӑм — эсӗ! Унтан кухньӑна тухрӗ те хӑйӗн хӑраса ӳкнӗ амӑшне курчӗ. — Лантенаксӑр пуҫне. Хӑшне манӑн малтан йӗрлесе пӑхмалла-ши? Урамра халӑх кӗпӗрленсе тӑрать. Вӑл шӑп пулчӗ. Перет те шӑхӑрать хӑй, перет те каллех шӑхӑрать. Василий кукленсе ларса чӳлмеке пӑхма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах унӑн хӗвне пӗр тӗркем листовка кӗрсе те выртрӗ. Халӗ — ӗҫ урӑхла тӑрать. Вирацон — тинӗс ҫилӗ, ирпе те, каҫпа та икӗ кун хушши вӗрекенскер, ҫӳллӗ курӑксене ҫӗр ҫумне таять. «Ҫук, лашана пӑхсан, пирӗн ҫулӑн вӗҫӗ те курӑнмасть-ха!» — шухӑшларӗ Дик. Анчах сасартӑк, ҫапла пӗр хӑйӗн шӑпи ҫинчен кӑна шухӑшласа пынӑ вӑхӑтра, тем ӑна ҫав тери тӗлӗнтерчӗ те, шарт сиксе, вӑл тӑпах чарӑнса тӑчӗ. Пуррилӗх — этемӗн, Чӑн-чӑнлӑхӑн, Эпӗн ӑнӗ-тӑнӗ кӑна. — Юлни питӗ нумай, — терӗм эпӗ. Ҫапла кулянса, асапланса ҫитнӗскер, кимӗ тӗпне выртрӑм та урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлам мар терӗм. Хӗрарӑмсем нихҫан та Индире пулман пуль-ха… — Эсӗ пӗтертӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов, аран-аран тӳсӗм ҫитерсе. Вара, княгиньӑна хирӗҫлесе калама вӑхӑт памасӑр, малалла тӑсрӗ: — Сирӗн ачӑрсем еплерех, савнӑ чунӑм? Вӑрман варринче пӗчӗк станци пӗр пӗччен ларать. Хӑйне кӗме ирӗк парсан, Глюмдальклич пирӗн пата кӗчӗ те ман сӑмахсем тӗрӗссине каласа пачӗ. Пулма пултараймасть! Гусев ассӑн сывларӗ те ҫурма сасӑпа чӗнчӗ: — Лайӑх майра, питех те кӑмӑллӑ майра. Риваресӑн чӗлхи пит йӗплӗ, вӑл хӑй те кӑмӑла каякан ҫынах мар, анчах та вӑл: эпир хамӑра чаплӑ процессемпе, пӗр-пӗрне чуптунисемпе, пӗр-пӗрне юратма тата килӗшме чӗннисемпе ухмахлантаратпӑр, иезуитсемпе санфедистсем ҫавсемпе пуринпе те хӑйсене усӑ кӳме тӑрӑшӗҫ, тени пин хут тӗрӗс. — Унта мӗнле пек? Эпӗ мастерскоя кӗрсен, пӗр виҫ-тӑват кунтан, хоругвӗсем ҫыракан мастер, донской казак Капендюхин, хитре те пит вӑйлӑ ҫын, ӳсӗр тавӑрӑнчӗ те, шӑлӗсене хытӑ ҫыртса лартса, хӗрарӑм куҫӗ пек ҫулӑ куҫӗсене хӗссе, ним те шарламасӑр пурне те тимӗр пек ҫирӗн чышкисемпе хӗнеме тапратрӗ. Пӗрисем ӑна — выльӑх-чӗрлӗхпе сутӑ тӑвакан терӗҫ, теприсем — бурмистр; хула старӑсти Евсей Баймаков вара, лӑпкӑ кӑмӑллӑ та сывлӑхӗ начар, анчах ырӑ чӗреллӗ ҫын, хуллен ӳсӗркелесе:— Шанӑҫлӑнах калама пулать, — дворовӑй ҫынсенчен вӑл, егерь е улпутсене йӑпатаканскер, — терӗ. Палламан ҫын тиртен ҫӗленӗ кӗске пиншакпа сарлака хӗрӗллӗ шлепке тӑхӑннӑ; ҫӳллӗ — чӗркуҫҫи таран — сӑран атти ҫумне шпор ҫапнӑ, вӑл кашни пусмассерен сас кӑларать. Эпӗ чарӑнса тӑтӑм. Ҫӗрӗн ҫаврӑну тӗнӗлӗ тимӗр йӗп мар — вӑл пире курӑнман, эпир ӑсра шухӑшлакан йӗр кӑна, Ҫӗр ҫав лини тавра ҫаврӑнать; тӗнӗл тӑршшӗ — вуникӗ пин ытларах километр. Отто Лиденброка усал ҫын тесе калама ҫук, эпӗ ӑна хам та ун пек мар тесе шухӑшлатӑп: анчах вӑл малашне те ҫаплах улшӑнмасӑр юлсан, — кӑна ӗнтӗ пӗрре те шанма ҫук, — вӑл питӗ тӗлӗнмелле ҫын пулсах ватӑлса вилӗ. Никам та мар! Озеровецсем ҫӗкленчӗҫ те кӑвайтсем умӗнче шӑпланса тӑчӗҫ. Ватӑ Берестов хӑй ӑшӗнче ҫав усӑсӑр япаласемшӗн сая кайнӑ ӗҫе тата вӑхӑта хӗрхеннӗ, кил хуҫине ҫиллентерес мар тесе анчах вӑл ун ҫинчен шарламан. Мересьев: ку асӑрханакан капитан «хӗвел айне» кӗрет, кайран, хӗвел ҫуттинче курӑнми пулса, тӑшман патне ҫывӑхах тухса, ӑна сасартӑк тапӑнасшӑн пулмалла, тесе шутларӗ. — Ну, тухса кайрӗ эппин… — Ӑҫта кайрӗ? Илемлӗ хӗвеллӗ кун тӑрать. Ҫывӑр, чунӑм, турӑ сывлӑх патӑр сана! Ҫӑл патӗнче вӑл кӗпине хыврӗ, тарланӑ ҫурӑмӗ ҫине нумайччен шыв ячӗ, ахлатрӗ, йынӑшрӗ, пуҫне йӗпетрӗ — вара часах, кӑштах ҫӑмӑлланнӑ пек пулса, колхоз витине кайрӗ. Алевтина Васильевна чӑннипех хӑраса ӳкрӗ. — Сталин юлташ каланине! Ҫакнашкал йывӑрлӑхран мӗнле те пулсан тухмалла… Ачасем, сирӗнтен кам мана шанма пултарать? «Питех ҫаврӑнса пӑхасшӑн мар ку вараланчӑк кочегар», тесе шухӑшларӗ вӑл тарӑхса, анчах Павел тепӗр кун та пымарӗ, Тоньӑна кичем пулса ҫитрӗ. Ҫӗр ҫинче ҫавӑнтах чӗрӗ купа вӗресе пӑтрашӑнма пуҫланӑ, темиҫе теҫетке кӗлетке самантрах ҫухрашакан пӗр пӗтӗм ушкӑн пулса тӑнӑ. Вӑл Сталина курчӗ. Берестовӑн ывӑлӗ … университетӗнче вӗренсе тухнӑ та малалла ҫар службине кайма шухӑш тытнӑ, анчах ашшӗ кунпа килӗшмен. — Револьвер ҫав. Маориецсем ухтармарӗҫ пире. — Ҫапла, ҫав тери, — терӗ тухтӑр. Кӑштах тӑрсан, йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ, унтан ҫын сасси те илтӗнкеле пуҫларӗ. Мересьев вуласа тухрӗ. Давыдов, палӑртмасӑр, кулкаласа, чӗнмесӗр тӑчӗ. Хӑшпӗр чухне вӑл мана асӑрхаймасть, эпӗ алӑк патӗнче тӑратӑп та шухӑшлатӑп: «Мӗскӗн, мӗскӗн старик! Вӑрҫӑ — вӑл вӑрҫӑ. — Вӑл патриот. Мана ӗненӗр, вӑл пирӗнтен пуринчен те ытларах патриот. — Апата сивӗтсе яратӑр ӗнтӗ эсир манӑнне! — терӗ амӑшӗ лӑпкӑн кӑна, вӗсем унӑн тумне кӑпӑр-капӑр хыпашласа пӑхнӑ вӑхӑтра. Лось ӑна пит ҫӑмартинчен, ҫамкинчен, хупӑ куҫ харшисенчен чуп тӑвать. — Эпӗ хам та ҫамрӑк пулнӑ тата ҫар службинче тӑнӑ; пӗлетӗп, манӑн ҫак ӗҫсене хутшӑнма кирлӗ мар. Пӗтсен — пӗттӗр пуҫӑм, «пар» терӗм. Валеҫессе пур ҫӗрте те ӗлкӗрсе пыракан Петро Семиглаз валеҫме тытӑннӑччӗ. Анчах тухатмӑш унта та хӑйне валли май тупнӑ, теҫҫӗ; шыва путнӑ пӗр хӗрӗ евӗр пулса тӑнӑ та, ӑна никам та палласа илеймен; ҫав майпа вара вӑл шыври хӗрсем хӑйне хӑмӑш пушӑпа хӗнесрен ҫӑлӑннӑ. — Ӑҫта Петр? — хӑй пытанса тӑмаллине мансах ыйтрӗ вӑл. — Апла, питех аван тетӗн-и шӑллӑм! Вара эпир юрласа ятӑмӑр: Ылханлӑ выҫӑхнӑ чурасенМӗнпур тӗнчи, хӑрасах тӑр… Хам сана юратнине пула йывӑра илтересшӗн марччӗ те сана, чӑннипе каламасан, чунӑм чӑтмасть. Тӳпене ҫав кун пӗлӗтсем хупӑрламанччӗ, ҫил урӑх енчен вӗрме тытӑнас пек туйӑнатчӗ. Мганнга килнӗ вӑхӑтпа тӗл килнӗ ҫак лайӑх паллӑсем пурин чӗрине те ун майлӑ ҫавӑрчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Яков ӗҫе ӑнланнине, ӑна чунтанах юратнине курма кӑмӑллӑ пулнӑ; Ҫак ӗҫе пӗрремӗш хут тусан, вӑл хӑй умӗнче ҫав тери пысӑк, тен ҫӗнме те ҫук йывӑрлӑхсем тӑнине ӑнланса илчӗ. Халлӗхе вӑл мана ҫапман-ха, анчах вӑл мана ҫапма, ман юратнӑ хӗрарӑма кӳрентерме, ман ирӗкӗме пуҫтахлӑн пӗтерсе хума пултарать, тесе шутланиех, — ҫак пӗртен-пӗр шухӑшах манӑн мӗнпур мӑнаҫлӑхӑма туртӑнтарса хӑпартать, чӗвен тӑратать. Вара аттерен ҫӗре пӑрахма сӑмах илчӗҫ тата хӑйне чӗрӗлле янӑшӑн тав тума хушса ячӗҫ. Паусов Воропаевран: американецсем селёдкӑпа сухан ҫиеҫҫӗ-и, вӗсене чейпе хӑналама юрать-и, е ку килӗшӳллӗ мар, тесе чылайччен ыйтрӗ. Горева, хаклӑ ҫын ҫинчен мӗн пӗлме кирлӗ, Воропаев ҫинчен ҫавсене пурне те пӗлет. Вӑл ӑна юратать, вӑл ӑна кирлӗ ҫын пулнине те пӗлет, мӗншӗн тесен Воропаевпа пӗрле Александра Ивановна хӑйне яланах ҫирӗп те ӑслӑрах пек туять. — Партипе-политикӑллӑ шкулсенче пулман-и? — О, мӗнлерех юрататӑн эсӗ ӑна, майра-патша! — йӳҫенчӗк ӗсӗклӳпе йынӑшса янӑ Элиав. Мӗн, сирӗн мӗнле те пулин чир пур-и? Америкӑн паллӑ астрономӗ Лоуэлл Марса сӑнама Аризон текен пушхирти тӳремсӑртлӑхра ятарласа обсерватори туса лартнӑ. Сӑртран тӗрлӗ тӗслӗ муклашкасем пек — хӗрсем, ачасем чупса анчӗҫ, тусанпа витӗннӗ мужиксем васкавлӑн уткалаҫҫӗ. — Ӑҫта вӑл? Фома пуҫне ҫӗклесе, тӗлӗнсе пӑхнӑ, унтан:— Нимӗн те ӑнланаймастӑп — мӗн, мӗскер вӑл? Акӑ тулта октябрь уйӑхӗ, хӗлле пуласси те инҫе мар… Сиксе тӑрсан вӑл темиҫе секунд хушши темле сиккелесе, вӑр-вар ҫаврӑнкаласа илчӗ, тӑм стенасене урисемпе чаваласа хӑтланчӗ, унтан, хӑй ӑҫтине чухласа илчӗ пулас та, пуҫ каснӑ пек, траншея тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Ҫил арманӗсем вӗсем, хӗрарӑмсем мар! — Манӑн пиччене наградӑланӑ пек-и? Инкеке лекнисем малашнехине шанма пултараҫҫӗ, вӗсен халь ӗнтӗ Уэлдон миссиспа Халл капитана тав тумалли ҫеҫ юлать. Хаҫатра ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «1862 ҫулхи майӑн 30-мӗш кунӗ. «Британи». Грант капитан. Перу. Кальяо. Глазгона кайма тухнӑ». — Грант! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Хуран наянӑн хускалчӗ те каллех йывӑррӑн анса ларчӗ, ҫав вӑхӑтрах Никита рабочисем хушшинчен ашшӗ утса тухнине курчӗ, унӑн утти те, сӑнӗ те палламалла мар улшӑннӑ, — вӑл пӗр аллипе, сухалӗ айӗнчен пырне тытса, тепринпе, суккӑр ҫын пек, сывлӑша хыпашласа утать; ватӑ тӗртевҫӗ ун хыҫҫӑн сиккелесе пырса:— Ҫӗр ҫи, ҫӗр… тесе кӑшкӑрать. Виҫӗ сехет иртет. Эпӗ Тубянскире пулатӑп, кирлӗ пулсан — пӗлтер. — Чарӑнӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский. — Ухмахсем! Мӗн тӑватӑр эсир? — Кала-ха, Цветаев, мӗншӗн ҫиленетӗн эсӗ мана? Эпӗ! Анчах ҫав ансат шухӑшсене пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарса калама мана сахал вӑхӑтах кирлӗ пулмарӗ. — Пӑруна пуснӑшӑн-и? Ҫав вӑхӑтра Иван Кузмич пирӗн еннелле ҫаврӑнса, тӑшман ҫинелле тинкерсе пӑха пуҫларӗ. — Вӑл ӗнтӗ мӑшкӑлах пулать! — тесе ячӗ Паганель. — Чирлесе ӳкрӗ, — терӗ вӑл. Калама кӑна ҫӑмӑл, шывсӑр типсе асапланакан ҫулҫӳревҫӗсем шӑрӑхпа типсе ҫуркаланнӑ кӳл тӗпне курсан, мӗнле кӑна хуҫӑлса ӳкмерӗҫ пуль! Петро Семиглаз таҫта та кӗрсе кайма пултарнине тата вӑл кӑшт ултавҫӑрах иккенне лайӑх пӗлекен Медведев боец Андрей хыҫне пырса тӑчӗ. — Туршӑн та, михӗрен мӗн чухлӗ те пулин йӑкӑртнах ӗнтӗ ку! — терӗ вӑл Андрее, хӑлхинчен пӑшӑлтатса. Эх, эсӗ те ҫав…» Эпӗ кукамай пӳлӗмӗнче пилӗк минутран ытла тӑмарӑм, анчах унтан телейлӗ тата, хам ун чухне ӗненнӗ тӑрӑх, йӑлтах тасалса, кӑмӑлӑма тӗпрен улӑштарса, ҫӗнӗ ҫын пулса тухрӑм. «Вӑл харлаттарас мар пулсан, эпӗ вӑл вилнӗ пулӗ тесе шутлӑттӑм. Вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ, ырӑ ҫын! Халл капитан кӗсменҫӗсене вӑй хурса авӑсма хушрӗ, вара вельбот часах тепӗр хут йӑрӑмлӑ кит ҫумне пырса тухрӗ. Вӑл вара хӗвел ҫунтарса хӗртекен, нимӗнле тырпул та ӳҫмен Мексикӑн вӑрӑм границине, унӑн тӑршшӗпе ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫынсем пӑшалсем кӗтсе наступленине каймасӑр тӑнине курнӑ. — Вӑт Семенов экзамена ӑнӑҫлӑ патӑрччӗ, вӑл ытла вӑйлӑ ӗҫме пуҫларӗ-ҫке. Ҫакӑ мар пулсан, мӗн пуласси малтанах пулатчӗ. Пекарь кӑмакаран чи лайӑх ӑшаланса пиҫнӗ келӗнтӗрсене кӗреҫипе кӑларать те Таня арки ҫине вӑшт-вашт ывӑтать. — Тима! — кӗтмен ҫӗртен ҫемҫен сӑмах хушрӗ те Гейка, юлташне аллинчен тытрӗ. Вӑхӑт чылай пулнӑ. Синопӑна ҫывӑрма вырттарса ҫиелтен бизон тирӗпе витнӗ. Эпӗ лартӑм та «Сӑрт-туллӑ Грузире» каласа патӑм. Ак тата тӗлӗнтермӗш! — Ҫук, ҫук, — тата ытларах чакса ответлерӗ Марийка. Хӑй ҫулӗпе малалла утнӑ май вӑл, кайӑк-кӗшӗксемпе тулнӑ айлӑмсене пыра-пыра кӗчӗ. — Пӳртсене тата? Пирӗн умра питех те интереслӗ ҫӗр-шыв тӑрӑх курса ҫӳремелли ҫул выртать, пӗр чаплӑ ту ҫине улӑхмалла, чи кансӗртереххи вӑл — сӳннӗ вулкан кратерне анса курасси кӑна пулать. — Ҫапах та, — тет Гленарван малалла ҫирӗппӗн, — хуть Ост, хуть Вест-Инди пулсан та пурпӗр мар-и? Ҫаксене курмасӑр тӑма эпӗ пултарайман, ҫавӑнпа манӑн чун ырататчӗ. Дубава Токарева вӑратрӗ те ҫакӑн ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпӗ сана тарма пулӑшӑп, вара эсӗ хӑрушӑ мар ҫӗрте пулсан, манпа тусем хушшинче инкек пулӗ, е эпӗ йӑнӑшпа ҫывӑрттаракан порошок мар, урӑх эмел ӗҫӗп. Именине хӑй тытса тӑма тытӑнсан, вӑл хӑй ку ӗҫе хӑнӑхман пирки тата ҫемҫе чӗреллӗ пулнӑ пирки, хуҫалӑхне юхӑнтарса ячӗ, ашшӗнчен юлнӑ ҫирӗп йӗркесене те ҫемҫетрӗ. Лосьӑн капмар урисен айӗнчен чул муклашкисем куса-куса ӳкеҫҫӗ, ахратлӑхра ахрӑмланса янӑраҫҫӗ. Пӗри ытларах ӗҫлӗ, тепри сахалтарах. Вӑл каҫармасть. Акӑ епле: хамӑр усал ҫынсене хӑшне-пӗрне, вӗсем вӑтам хресченсем шутӗнче тӑраҫҫӗ пулин те, тӳрех ҫапла калаттӑмччӗ: «Колхоза кӗместӗн пулать? Вӗсем кулӗ хӗррипе кайса, улах вырӑна ҫитрӗҫ те чултан купаласа тунӑ лутра стена ҫине ларчӗҫ. Ҫав стена ҫумӗнче шӑлан тӗмӗ ӳснӗ, унӑн хӗрлӗ ҫырлисем тӗмне пӗтӗмпех хупласа илнӗ. Арҫын-тӑвансем пурте манран аслӑ, аттен малтанхи арӑмӗнчен вӗсем; иккӗмӗшӗнчен — эпӗ те йӑмӑк ҫеҫ. — Ну, мӗнле? — алӑк патне пырса, ывӑҫ тупанне тути патне тытса кӑшкӑрчӗ Фигура. — Халь мӗнле ӗнтӗ: сирӗнни пек-и, пирӗнни пек-и пулса тухать? Пӑхкалӑр унта, шухӑшлӑр. Тепӗр чух эпӗ ҫапла шутлатӑп: пире агитаторсемпе пропагандистсем йышши ӗмӗтленме пултаракан ҫынсем кирлӗ. — Итле-ха, Казбич, — терӗ Азамат йӑпӑлтатса, — эсӗ ырӑ ҫын, эсӗ хӑюллӑ джигит, ман атте акӑ вырӑссенчен хӑрать те мана ту ҫине кӑлармасть, пар мана хӑвӑн утна, сана уншӑн мӗн кирлӗ, йӑлтах парӑп, аттен чи лайӑх винтовкине е хӗҫне вӑрласа килӗп те сана парӑп, кала, мӗн кӑна кирлӗ сана, — хӗҫӗ унӑн чӑн-чӑн гурда, ҫивӗччине аллу ҫумне тыт кӑна, хӑех ӳте касса кӗрет, санӑнни пек кольчуга вара уншӑн нимӗне те тӑмасть. — Тарасшӑн мар эппин? — Ҫамрӑк вӑкӑр, — ҫилленсе шухӑшларӗ ашшӗ. Илтрӗн-и эсӗ мӗн те пулин? Куртӑн-и эсӗ кама та пулин? — Эппин, эпӗ вӑхӑтсӑр хутшӑнтӑм! — кулянчӗ Геркулес. Умне чӗрҫитти ҫакнӑ тата ҫаннисене тавӑрса янӑ Джемма сӗтел ҫине патронсен пӗчӗк ҫыххисене тирпейлесе хурать. Тикӗтпех вараласа ярасшӑнччӗ те, тепле майпа вӗҫерӗнсе тухса тарма ӗлкӗрчӗ лешӗ… Франц Иванович Лежёнь (Lejeune), манӑн кӳршӗ, Орёл кӗпӗрнинчи помещик, вырӑс дворянинӗн хисеплӗ ятне ытти ҫынсем пек йӗркене илмен. Эпӗ пӗлетӗп, эпӗ хам тӑшмансем енне ҫавӑрӑнас пулсан, вӑл мана вӗлерет. Ҫӑварне тӗлӗннӗн карса пӑрахса, Мирон кранклатрӗ: — Епле-е? Тельмарш пуҫне сулчӗ. Ромашов ӑна полк оркестрӗнчен илнӗччӗ, унта вӑл пач та кирлӗ мар-мӗн, анчах, мажорлӑ гаммӑна та вӗренсе ҫитеймесӗрех, ҫав инструментне те, музыкӑна та ҫулталӑк каярахах пӑрахрӗ. Эпир, Палан вӑрманӗ хӗррине ҫитсен, линейка унта тӑнине, кӗтмен ҫӗртен пӗр лаша кӳлнӗ тепӗр урапана, ун варринче буфетчик ларнине куртӑмӑр. Утӑ айӗнчен сӑмавар, мороженӑй катки тата темле илӗртӳллӗ пӗчӗк ҫыхӑсемпе коробкӑсем курӑнчӗҫ. Ҫакӑн пек скандал! Кунсеренех улшӑнать тейӗн ӑна, халь ӗнтӗ вӑл пӗрре те ытлашши ҫамрӑк ҫын пек мар, сӑн-пичӗ те, халичченхи пек, час-часах ҫиҫкелесе илмест, ачалла йӑл кулса илесси те сайра-хутра ҫеҫ пулкалать. Эпӗ револьвера хутӑм та ӑна хаҫатпа витрӗм, вара алӑк патне пырса, ҫаклатмаллине вӗҫертрӗм. Луиза, эсӗ ху ирӗкпе каймастӑн пулсан, сана вӑйпах илсе кайӗҫ. — Апла пулсан, мӗнле чӗрчунсем-ха кусем? — ыйтрӗ Дик Сэнд. «Бэла, — терӗ вӑл, — эпӗ сана мӗнле юратнине хӑвах пӗлетӗн. Мӗн тума килеҫҫӗ, мӗншӗн ҫавӑн пек куҫаҫҫӗ, мӗн шутпа? Лагерьтен хулана пурӗ те пӗр ҫул — ку вырӑнта чӑнкӑ та тарӑн хушӑкпа иртекен чукун ҫул урлӑ хывнӑ ҫул кӑна илсе каятчӗ Ромашов сакӑлтаран ҫакӑннӑ пекех выртакан, таптаса хытарнӑ тӑвӑр сукмакпа аялалла хӑвӑрттӑн чупса анчӗ те тепӗр енчи хысакпа йывӑррӑн хӑпарма пуҫларӗ. Яков Лукичӑн алли тӑрлатса чӗтрет, пӗчӗкҫеҫ ҫулӑм та чӗтренсе ҫунать. — Авӑ, ҫулать вӑл, сӑртран сулахайри иккӗмӗш машина. Юланутсем иккӗшӗ те шинельпе, шинель ҫинчен портупейсемпе туртса ҫыхнӑ, ҫаннисем ҫинче виҫшер хӗрлӗ квадрат, анчах Гаврилов комбатӑн петлицисем симӗс, унӑн юлташӗн хӗрлӗ. Петлюровцсем ӑҫтан пӗлме пултарнине тавҫӑрса илейменни ӑна тем тӗрлӗ шухӑшлаттарать. Старике карап ҫине утрав губернаторӗ Балькарра лордпа де Ла-Тур д'Овернь принц ӑсатса ячӗҫ. Хӑш чух тата патша ҫуртӗнче пачах урӑхла мыскара вӑйӑсем пулаҫҫӗ; ку вӑйӑсенче вара император, император майри тата пӗрремӗш министр анчах пулаҫҫӗ. Ҫапӑҫакан енсен ӗҫӗсем акӑ ҫакӑн пек пулнӑ: тапӑнакансем стена ҫурӑкӗнчен вӑркӑнса кӗрсе баррикадӑна, пӗр хутран теприне куҫса, башньӑн виҫӗ хутне тата пусман кашни картлашки ҫинчех ҫапӑҫса, икӗ пусмана илмелле; сыхланакансен пӗртен-пӗр ҫул — вилсе выртмалла. Ыйӑх-и вара ку? — Ырӑ каҫ пултӑр, юлташсем. Шултра та ҫирӗп почеркпа ҫырса тухнӑ почта хучӗн листи ҫинчен Люба енне пӗркеленчӗк ырхан, ашшӗнни сӑнарлӑ ӗненӳсӗр шӑмарӑннӑ сӑн-пит пӑхнӑн туйӑннӑ. Малта пӑчӑ та канӑҫсӑр ҫӗр. Шухӑшсем каллех ыранхи кун мӗнле пуласси ҫинчен. Йывӑр патрон сумкипе хырӑнса юнланнӑ ӳчӗ тӳрленнӗ, винтовка чӗнӗ хӑпартса кӑларнӑ хыта ҫӗнӗ ӳт ҫухалман. — Ҫарран ҫӳрени мар ӗнтӗ. Чӑннипе калас пулсан, ҫав салам мана кӑштах кӳрентерчӗ, ҫапах та эпӗ ҫавӑншӑн хыта хӗпӗртенипе ӑнран кайса ӳкни ҫинчен пӗлтерме хушрӑм сире. Вӑл мана шыраса вӑрман тӑрӑх ҫӳренӗ пулӗ. Паллах ӗнтӗ, ку сигнал мӗне пӗлтернине эпӗ ӑнланаймарӑм, анчах кӑмӑл тепӗр хут сехӗрленсе ҫитрӗ. Ҫук, ҫук! — терӗ тата Кольхаун, карета ҫывхарса ҫитнине курсассӑн, хӑй аптӑраса кайнине палӑртасшӑн мар пулса. Сакӑр сехетре эпӗ тӑрантас ҫине лартӑм та кайрӑм. Огнянов игумен енне пӑхса илчӗ; вӗсем иккӗшӗ те тӗлӗнчӗҫ. — Мӗн кулатӑн эс, Стайка? — ыйтрӗ унран Гинка. Токарева, хӑйӗн юлташӗсемпе пӗр тан пыма, тӑтӑшах лӗпӗс-лӗпӗс чупса илме тивет; вӑрӑм Аким Федорпа пӗртан пусса пырать. Каҫхине рабочисем, ҫыран хӗрринче пысӑк та ҫап-ҫутӑ кӑвайт чӗртсе, апат хатӗрлеме пуҫланӑ. Анчах ҫак тӗлтен пуҫласа отрядӑн нумай йывӑрлӑхсемпе хӑрушлӑхсен умне тӑма тивет, мӗншӗн тесен ҫӳллӗ сӑртсем урлӑ каҫса ҫӳренӗ чухне яланах ҫапла пулать. Юр ӑшӗпе аран ишсе лашасем лӗнчӗртетсе пыраҫҫӗ. Вӑл тӑчӗ те хунарне илчӗ. Пирӗн ҫине вӑл кӑмӑллӑн, тӗлӗннӗ куҫпа пӑхрӗ; хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен хӑй ҫав тери ӑраскаллӑ пулнипе хӑй те ӑсран кайнӑ пек туйӑнчӗ. Кунашкаллисен янахӗсем пурин те вӗтӗркке ҫӑмлӑ, вӗсем кӗпе ҫухисене кӑларса янӑ, хӑйсемпе пӗрле илсе килнӗ кӗнекисемпе тетрачӗсене уҫмасӑр кунӗ лараҫҫӗ, экзамен сӗтелӗсемпе профессорсем ҫине именсе пӑхаҫҫӗ. «Пархатарлӑ Фаддей» каланӑ пек — «Ҫул такӑр мар-и?» Пирӗн хӗҫпӑшалланас пулать. Эпир утлӑ ҫар отрядне тӗл пулма пултаратпӑр. Совеҫ мана пушшех асаплантарма тытӑнчӗ, юлашкинчен эпӗ ӑна, ҫав совеҫе ӗнтӗ: «Хӑп-ха эсӗ манран!» — терӗм. Алӑк хыҫӗнче икӗ ҫын калаҫни илтӗнчӗ. Виҫҫӗмӗш хутӗнче кит шлюпкӑна, моряксем каларӑш, «ҫамкана ҫамка» пек, тӗлме-тӗл тӑчӗ. Эпӗ сана юрататӑп вӗт, эпӗ сана мӗнле хӗрхенетӗп! Пӗлетӗр-и эсир, акӑлчансем ӑна мӗн юлашки кирпӗч таранах ҫунтарса янӑ! Вӑл мана тытса чарма хӑтланнӑ чух эпӗ чавсапа ҫапнипе ҫапла пулнӑ вӑл. Макар ассӑн сывласа илчӗ: — Эсир, хӗрарӑмсем, ырӑ ҫынсен ӗнси ҫине улӑхса ларма пултаратӑр… Ватӑ ултавҫӑ! Ку ӗҫе тума питӗ ансат, ҫӑмӑл, тет вӑл… Эпӗ мӗн ҫинчен каласшӑн пулнине ӑнлантӑр-и эсир? — Мӗн тери пулла вӗҫертрӗҫ! Пӗр каҫхине ҫапла алӑк патне шӑппӑн пытӑм та — алӑкӗ кӑшт уҫӑ — ватӑ хуҫа майри тӑлӑх арӑмпа калаҫса ларать, вӑл мана кӑнтӑра, Орлеана, сутма хатӗрленнӗ иккен; унӑн мана сутасах та килмест-мӗн, анчах маншӑн сакӑрҫӗр доллар параҫҫӗ, ҫавӑн пек пӗр купа укҫана илмесӗр епле чӑтӑн! Хӗрарӑм именчӗклӗн кулса илчӗ. Пӗлтерӳсенче Боровина пулмалли Арканзас текен ҫӗр, вӑл пушӑ пулсан та, тӗнчере те чи чипер ҫӗршыв, тесе пӗлтернӗ. Ҫав курткӑ хам ҫийӗмре пулнине сана эп калама та маннӑ-ҫке! Ку вӑл — чӑтӑмлӑха тӗрӗслесе пӑхни. Пысӑк кӗлет тӑрринчи сӑрлама ӗлкӗреймен тимӗр хӗвел ҫутинче ялтӑрать. Ҫавӑнтах икӗ хутлӑ ҫуртӑн сарӑ пури ылтӑн тӗслӗ стропилӗсене вӗри пӗлӗтелле ҫӗклесе ларать. — Ачасене кӑлар, — терӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн. Кӳме кӳлсе килме хушас мар-и?» Мана унпа лайӑх, килти пекех… Татаринов профессор тӗрлӗ ӗмӗт тытма пултарнӑ, терӗм эпӗ. Питӗ паха пуянлӑх ҫапла йӑлт пӗтнӗ вара. — Пирӗн апат-ҫимӗҫ ҫак шуйттан пукани паракан апат-ҫимӗҫрен начар пулас ҫук пулӗ. Атя-ха кайса якӑр тупар, туртса кӑларас пулать ӑна. Ниушлӗ ҫавӑ пулӗ ку?» Павел ку харкашӑва ҫур минута яхӑн итлесе тӑчӗ, анчах вӗсен шӑй-шайӗ вӑраха каясса шутласа илсе, хӗрсе кайнӑ учраспредчика чарчӗ. Тахӑшӗ асӑрхануллӑн та чул ҫийӗн шутарса утса пыни ял хӗрринчи йытӑсене вӑратрӗ. Ӗнтӗ мӗн тесен те вӑл кам иккенне пӗлеймен пулӑттӑм, Валя ҫеҫ мана шӑппӑн: «Акӑ Ромашка та», тесе пӑшӑлтатрӗ. Вӑл кӑшкӑрнине илтсе, палуба ҫинче ҫӳрекен Уэлдон миссис, Халл капитанпа Дик Сэнд ун патне чупса пычӗҫ. Часах пурте хӑрушлӑхран хӑтӑлчӗҫ, пӗр Таукӑна анчах васкавлӑ шыв юххи таҫта илсе каять. Шуйттан пекех пулса кайнӑ! — тенӗ. — Вӗсене йышӑнмасан, этемшӗн чӑкӑлташлӑх ҫук. — Мӗншӗн? Вӑрман хупланӑ чӑнкӑ ҫыран хӗррипе сукмак хӑпарать, ҫав сукмакпа ачасем Белештицӑна ҫӳретчӗҫ. Эпӗ персе ярсан, эсир те пеме пуҫлӑр. Вернер чухӑн ҫынччӗ, ҫапах миллионсем ҫинчен ӗмӗтленетчӗ, анчах укҫашӑн тесен вӑл пӗр утӑм та ытлашши ярса пусас ҫукчӗ: вӑл мана пӗрре, тусӑма лайӑх тӑвиччен тӑшмана лайӑх тӑватӑп, терӗ, мӗншӗн тесен тус-пӗлӗшне лайӑх туни ырӑ ӗҫе сутни пулать, ҫав вӑхӑтра тӑшмана мӗн чухлӗ ырӑ тунӑ, мӗн чухлӗ ырӑ кӑтартнӑ, ҫавӑн чухлех курайманлӑх та ӳссе пырать. Вӑл Виктора Тоньӑпа паллаштарма сӑмах панине пурӑнӑҫа кӗртет, ҫавӑнпа вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑварма тӑрӑшать. Часах ачасене лӗклентерме пуҫларӗ, ҫапах та Том паттӑрланса:— Ку питех те ҫӑмӑл! Тавралӑх пӗтӗмпех улакан, мӗкӗрекен, кӗрлекен сасӑсемпе тулса ларнӑ. Ак ҫак господина та… Фирма капиталӗ национализацилемелли решение тивӗҫлӗ ан пултӑрччӗ ҫеҫ. Гайнан аванмарланнӑ евӗр пулчӗ те, алӑка хыттӑн хупса хӑварса, пӳлӗмрен ҫӗмрен пекех тухса вӗҫрӗ. Унӑн янахӗ банк билечӗ пекех сарлака та вӑрӑм галстук ҫинелле тайӑннӑ, сылтӑмалла та, сулахаялла та сарӑлса тӑракан галстукӗн вӗҫӗсене питӗ вӑрӑм шерепепе илемлетнӗ. Пӗчӗк арӑмӗ вара политикӑра нимӗнех те тӗшмӗртейместчӗ пулӗ, ҫапах та хура ҫӳҫне ҫавӑрса кастарнӑ кӗрнеклӗ пуҫӗпе уха-уха илсе:— Лайӑх-ха, лайӑх-ха, — терӗ. Эсир сутӑнчӑк этем мар пулманни маншӑн питех те кӑмӑллӑ. Эпӗ сире яланах лайӑх та ырӑ ҫамрӑк ҫын тесе шутланӑ. — Ӑна чыс тӑваҫҫӗ, ҫар командуюшийӗ хушнӑ тӑрӑх, ун патне Мускавран самолёт ярса параҫҫӗ, а вӑл… пӑх-ха ӑна… Тепӗр кун ҫанталӑк япӑх пулчӗ, эпӗ хӑна пӳлӗмне пынӑ ҫӗре атте те, хӗрарӑмсем те чей ӗҫме тухманччӗ-ха. Ухмахсем пур ҫӗр-шывра та ҫителӗклӗ пулӗ тетӗп эпӗ, Америкӑра та Ирландири пекех, анчах сирӗн тӑмпуҫ пеккине эпӗ халиччен ниҫта та курманччӗ. Ҫул май вӑл сӗтел ҫинчен эпир хӗстерсе каясран хӑраса, темскер илсе кайрӗ. Мӗн пирки эсир ҫак таранчченех кая юлтӑр? Каллех куҫсенче шанчӑк ҫуталса кайрӗ — ҫывхарса килекен юланута ҫулҫӳренсем хӑйсене ҫӑлакан ҫын вырӑнне шутлама пуҫларӗҫ. Анчах, темрен кулакан хӗрарӑмсене ним шарламасӑр тӗрткелесе кухньӑна кӗрсе тӑрсан, вӑл хыпаланса тавраналла пӑхса ҫаврӑнчӗ те, унӑн урисем лӑштӑрах кайрӗҫ, вара, сӑх-сӑхса илсе, вӑл аран-аран пӑшӑлтатрӗ: «Мӗн ку?» Тухса шӑвас пулать кунтан». Ҫулсене хыраҫҫӗ. — Ун пек хӗрарӑм ҫинчен ҫапла калаҫма юрамасть, Мартын Никитич, мӗншӗн тесен… — ӗнентерӳллӗ сасӑпа калаҫма тытӑннӑ Ухтищев, анчах Фома ӑна пӳлсе лартнӑ. — Чимӗр-ха! — тенӗ Фома. Ун пек чух вара хама тӗттӗм шӑтӑка, ҫынсем суккӑр ӑмансем пек йӑшаланнӑ ҫӗре, пурӑнӑҫра пулса пыракан ӗҫсене манма ҫеҫ тӑрӑшакан, ҫав манӑҫа хупахсенче тата проституткӑсен сивӗ ытамӗсенче ҫеҫ тупнӑ ҫӗре пӑрахнӑн туйӑнатчӗ. Юрланӑ сасӑсем инҫе кайса майӗпен кӗрлекен тӑтӑш сасӑ пулса тӑраҫҫӗ, хыҫалта вара ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Ку мӗне пӗлтерет-ха? Ҫав вӑхӑтрах ун куҫӗ умӗнче, мӗлке пек, Николайӑн сарлака кӗлетки курӑнса тӑчӗ, унӑн хӗсӗк куҫӗ сиввӗн те хаяррӑн пӑхать, сылтӑм алли, аманнӑ пек, сулкаланса тӑрать… * * * Марья Николаевна йӑнӑшман. Том, каялла хӑй выранне пырса ларсан, парта ҫинелле чавсаланчӗ те, янах шӑммине аллисемпе тӗкӗлесе тытса, стена ҫинелле пӑхса, чул евӗрлӗ хытса кайнӑ пек пулчӗ. Унӑн куҫӗнче ҫав тери асап курӑнса тӑчӗ. — Ҫапла пулать те вӑл! — терӗ Рыбин, пуҫне чалӑштарса. Унӑн пурте пулнӑ: пуянлӑхӗ те, ӑсӗ те, чунӗн илемӗ те. Пирӗн ҫакна ҫеҫ йышӑнмалла: сире мӗнле утрав ҫинче антармалла пулать-ха пирӗн? Грушницкий ҫуккине пачах та асӑрхамасть пулас вӑл. Анчах пӗрремӗш ҫурма рота ҫав йӗр ҫине кӗрсе кайрӗ ӗнтӗ. Икӗ аслӑ ачи халӗ вӑранмаллипех вӑранса ҫитрӗҫ те хӑраса мар, тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Халӑхӗ сахал пухӑннӑ пулин те, пуху тӑвӑллӑ иртрӗ. Хӑй хуҫи шикленнӗ сасӑпа каланӑран хӑранӑ кӗсре ҫавӑнтах малти урисем ҫине чӗркуҫленсе ларнӑ, унтан кайри урисене хуҫлатса, канма выртнӑ пек, курӑк ҫине кӗрсе выртнӑ. Шухӑша кайнӑ сӑн-питлӗ комендант мана алӑ пачӗ. — Эпӗ ялан ирхи хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркипе пӗрле тӑрса тухатӑп. Эпӗ вӑрантӑм та куҫа уҫрӑм. Ҫуллахи ир тин пуҫланать. — Эпӗ каятӑп ун патне, — терӗ Мартини. Унӑн кулли яланхи пекех янӑравлӑ пулни мана килӗшрӗ, эпӗ вӑл тӑрӑхламасӑр кулнине ӑнланса илтӗм; пӗр-пӗрин ҫине пӑхса кулни мана ун патне ҫывхартнӑн туйӑнчӗ. Халь тӗттӗм-ха, кимӗ корветран хӑйне кӑтартмасӑр уйрӑлса кайма пултарать. — Фу, ӑш пӑтранса килчӗ! — терӗ Умрихин, ҫӳҫеннӗ пек пулса. Ҫакӑн хыҫҫӑн, хай, карчӑк тӑсатех аллине. — Марьянка аппа! Ку вӑл сукуру мар, сукурусем шӑхӑрмаҫҫӗ тесе ӑнлантарчӗ вӑл. Кун пек сасса ку таврара нумай тӗл пулакан тӑватӑ ураллӑ хӑрушӑ мар чӗрчунсем кӑлараҫҫӗ иккен. Эпӗ Иван Ивановича йӑлт каласа паратӑп ак. Пӗрре кӑнтӑрлапа райкомӑн аслӑ килхушшине, строя йӗркеллӗ тытса, Поддубецри комсомол ячейки пӗтӗм йышӗпех поход маршӗ юрласа пырса кӗрет. Танксенчен нумайӑшӗ куҫран ҫухалчӗҫ. — Мӗншӗн пит час? — ыйтрӗ манах тӗлӗнмесӗр. — Питне пар кунта, питне… Болгарире те кунти пекех, хуласемпе ялсем пур вӗт. — Эпӗ те вӑрттӑн ӗҫ тетӗп ҫав. — Бак мана вӑратмасӑрах тухса кайнӑ-и? Халӗ ӗнтӗ ӑна ҫийӗнчех Равеннӑна ӑсатнӑ пулсан аван пулнӑ пулӗччӗ, тесе шухӑшлама пуҫланӑ. Нимӗнле те алла илме ҫук — эрехпе те, укҫапа та хӑвӑн майлӑ ҫавӑрма ҫук. Йывӑр вӑхӑтра юлташне пӑрахакан, йытта пӑрахнӑ пек ют ҫӗре пӑрахса хӑваракан козак мӗнле ҫын пултӑр? Вырӑнтан тӑрсан, эпӗ пуҫ кӑштах ҫаврӑннине туйрӑм, урасемпе алӑсем хам вӗсем ҫинчен тимлесе шухӑшланӑ вӑхӑтра ҫеҫ итлеҫҫӗ. Кӗнеке вуланӑ вӑхӑтра хӗрӗн ырӑ та янӑравлӑ сассине итленӗ май эпӗ е ун ҫинелле, е чечек пахчинчи сукмак ҫинче ҫумӑртан пулса юлнӑ хура кӳлленчӗксем еннелле, е ҫӑкасем еннелле (вӗсен ҫулҫисем ҫине пире хӑй айне тунӑ шупка ҫумӑр пӗлӗчӗн кӑваккӑн курӑнакан пӗр кӗтессинчен тумламсем халӗ те сайра хутра тӑкӑнса ҫатлатаҫҫӗ), е каллех хӗр ҫинелле, е ҫумӑрпа йӗпеннӗ лапсӑркка ватӑ хурӑнсене ҫутатакан хӗвелӗн йӑм-хӗрлӗ юлашки пайӑркисем ҫинелле, вара каллех Варенька ҫинелле пӑхкаласа, — ку хӗр пачах мана малтан курӑннӑ пек илемсӗр мар, тесе шухӑшласа илтӗм. Ан чӗнӗр! Халӗ Говэн черечӗ ҫитрӗ. Лесозавод тӗтӗм кӑларать, биржа патӗнче штабельсен хушшипе электроурапасем чупса иртеҫҫӗ, катара тата вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман кӑвакарать… Анчах та шӑллӗ тем пирки ҫав пысӑк ҫынсем евӗрлӗ пулман, вара, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, ӑна юратман пулин те, Петр Алексей ыттисенчен ҫивӗчрех, ӑслӑрах тата хӑрушӑрах та пулнине туйнӑ. Хулана вӑл разведчиксемпе пӗрле танк ҫинче пырса кӗчӗ те кайран унта пӗчченех юлчӗ. Вӑл питех те паллӑ, авторитетлӑ военврача та темле майпа ӗнентерме пултарнӑ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ун ҫинчен маларах та асӑннӑччӗ, утрав тӗпӗ икӗ ҫӗр ярд хулӑнӑшлӗ пӗр алмазран тӑрать пулсан та, хыттӑн пырса ҫапӑннипе тата хулара пушарсем тухнипе унӑн тӗпӗ ҫуркаланса пӗтме, пӑсӑлма пултарать. Ҫак вӑхӑтра Белецкий алӑка тӗртсе уҫрӗ, вара Марьяна алӑкран пӑрӑнса Оленин енне сиксе ӳкрӗ те пӗҫҫипе унӑн урине перӗнчӗ. Урамра пӑч тӗттӗм; хӑш-пӗр ҫӗрте кӑна, сайра-хутра ҫеҫ госпиталь е офицерсем пуҫтарӑнса ларнӑ ҫурт чӳречисенчен ҫутӑ курӑнкалать. Картишӗнче хӑйӑлтатакан, пӑсӑлнӑ сасӑпа командӑсем параҫҫӗ: — Сакӑр сехет иртнӗ хыҫҫӑн урамсенче нимӗнле кӗлеткесем те ан пулччӑр! «Хисеплӗ палламан ҫын» Шубин мӗн каланине пӗтӗмпех, пуҫне йӗрӗнчӗклӗн айккинелле пӑрса, аллисене пилӗкне тытса итлерӗ. — Ют йӑвара, пӗччен… Эмиль, Санин ларма сӗннӗ хыҫҫӑн та чӳрече еннелле пӑхса тӑнӑскер, хӑйӗн пулас тӑванӗ тухса кайсанах, ҫаврӑнса тӑчӗ те, именнипе ача пек хӗрелсе кайса, Санинран: — тата пӑртак сирӗн патӑрта юлма пултаратӑп-и эпӗ, — тесе ыйтрӗ. — Миссис Гленарванпа мисс Грант сире акӑш-макӑш кӗтеҫҫӗ, — терӗ рулевой. Ҫапла вара, шуйттан уйӑха кӗсйине персе чиксенех, тӗнче сасартӑк тӗттӗмленсе кайрӗ, пӑч-тӗттӗм, дьяк патне ҫеҫ мар, хупаха кайма та ҫул тупаймӑн. Эпӗ хама хам урӑх ҫын валли хатӗрлесе хунӑ пуля тӗлне пӗртте тӑратма шутламастӑп. — Апла мар пуль? Ача амӑшӗн асапӗ лайӑхпа пӗтни тата ют ҫын савӑнӑҫӗ куҫҫуль тӑктарчӗ пулсан, апла матрос кӑмӑлӗ ҫемҫелсех пырать пулмалла ҫав. Лашине ӑна халех вырнаҫтарӑпӑр-ха… Ӑна эпир витене… Пьесӑна каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн, Люба ун патне пырса: «Лайӑх-и?» тесе ыйтсан, вӑл чӗнмесӗр ӑна пуҫӗнчен тытрӗ те эпӗ нихҫан курман ҫепӗҫлӗхпе ҫамкинчен тата куҫӗсенчен чуптума тытӑнчӗ. Вӑл койка ҫине тӑрса ларчӗ те, одеялне янахӗ таранах, туртса хӑпартса, каласа пама тытӑнчӗ. Ку пӗтӗмпех суя вӗт. Вӗсен тухтӑра чӗнме те ӑс ҫитмен. Инкек-синкеке лекнӗ юлташӗсене: ҫак хӗрарӑма, ун пӗчӗк ывӑлне, Бенедикт пиччӗшне, негрсене — вӑл, шӑпах вӑл ҫӑлмалла. — Халӗ Перебродра кирек мӗнле инкек пулсан та пӗтемпех санпа ман ҫине йӑвантарӗҫ, тетӗп эпӗ. — Эпир комета пуҫӗ тӗлӗнчен вӗҫсе иртетпӗр ахӑр… — пӑшӑлтатать Лось. Флейта шӑхӑрни, кларнетсем тилӗрсе юрлани, бассем салхуллӑн мӗкӗрни, пӗчӗк параппан тапӑртатни, пысӑкки кӗмсӗртетни — ҫаксем пурте, шыв ҫийӗн пӗр евӗрлӗн харлатса пыракан урапасен сасси ҫине ӳксе, сывлӑшра пӑлхавлӑн ҫӗкленнӗ, ҫынсен кӗрлевне ҫӑтса, пӑрахут хыҫӗнчен асар-писер ҫил пек вӗҫтерсе пынӑ, мӗнпур ҫынсене сас ҫитнӗ таран кӑшкӑрттарнӑ. Эпӗ тума пултарнӑ ӗҫ ҫинчен манпа калаҫни усӑсӑр япала. Анчах эс вырсарникун ҫур литр эрех лартӑнах, пӗлсех тӑр! Ӑҫтан тупрӑн эс ӑна, Артур? Вӗсем ятлаҫатчӗҫ: — Мӗнле учитель тупӑннӑ, пӑхӑр-ха! Вӗсенчен мана «Октябрьти революци хыҫҫӑнхи литературӑра хресчен пурнӑҫӗ» ятлӑ тема кӑмӑла кайрӗ. Судья… Ҫак пӑтравлӑ шавра халӗ пӗртен-пӗр сасӑ кӑна хытӑран та хытӑ илтӗнет, вӑл, тӗнчери тӳрӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсене чӗнсе, вӗсене ҫине тӑрсах вӑратма тӑрӑшать, ку — Толстой графӑн, философӑн тата литераторӑн сасси. Оленин ӑна вӑтанать пуль тесе шутларӗ.. Полицейски ку сӑмахсене ҫемҫен, ҫав хушӑрах сиввӗн каланӑ. Ачасене амӑшӗ, ну, манӑн хӗр вӑл, ҫавӑнта турпас пухма янӑ-мӗн. Вӗсем пурте сиенлӗ шухӑшпа пурӑнаҫҫӗ, сӗрӗм лачаки ӑшне путсах ларнӑ. Унӑн ывӑлӗ, хуҫалӑх кӗнекисене пӑхкаласа унтах лараканскер, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те ӑнран кайрӗ. Пӗр чӳрече сули ҫинче ӗне кӗтӗвӗ ҫӳренӗ, теприн ҫинче — мӑнтӑр лашасем тапӑрта сиккелесе, выляса ҫӳренӗ. Эпир ун патне пуринчен те ҫывӑхрах, — вӑл пире ӗненет, пирӗн хыҫҫӑн пырать! — Яр, Мирон. Сана вырӑссен юратӑвӗ кирлӗ пулман, болгар! Башня стенин шӑтӑкӗнчен ӑшӑ юн сӑрхӑнать, ҫерем ҫинче пысӑк кӳлленчӗк пулса кӳленет, тӗттӗмре пӑсланса тӑрать. Витӗр пӑхсан та нимӗн курӑнман ҫак тӗксӗм Паганель тума шутланӑ ӗҫе пурнӑҫлама питех те аван пулмалла. — Тискер ӗнтӗ, эп килӗшетӗп, анчах… Унтан эпӗ Перебродра пурӑнакансене сиплес тӗлӗшпе аппаланса пӑхма шут тытрӑм. — Мӗн шутлӗ-ха вӑл? — Витсе хур! — терӗ Дятлов сиввӗн. Ун хыҫҫӑн тата виҫӗ боец, каска тӑхӑннӑскерсем, вараланчӑк тумтирлӗскерсем, шӑтӑкран сиксе тухса, унталла ыткӑнчӗҫ. — Пӗтӗмпех хатӗр. Выртмалли вырӑн хытӑ, ҫивитти шанӑҫсӑр, мӗнпур тавралӑх та хаваслӑ мар. Эпир тинӗс тӳремӗнчен пилӗк пин фут ҫӳлерех хӑпарнӑ. Паганель татса каланипе пурте килӗшрӗҫ. Кӑнтӑрла тӗлне, йывӑҫ айӗнчи мӗлкесем хуралсан, хӗвел ҫути те йывӑҫ тӑррисем урлӑ просекӑллӑ ҫул ҫине ӳксен, Алексей мӗнпурӗ те пин те пилӗкҫӗр утӑм ҫеҫ тума пултарчӗ, хӑй вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитрӗ, — кашни утӑмнех чуна хытарса аран-аран ярса пусрӗ. Унтан вӗсем аслӑ та ҫутӑ пӳлӗмре вӑрӑм сӗтел хушшине ларнӑ. — Мӗн пулчӗ, Сэм Мэнли? Ольховка ялӗ тӗнчерен йӑлтах татӑлса юлчӗ. Икӗ хутчен Тая амӑшӗ килсе кайрӗ. Ҫапах та, санӑн хӗнеме юраман, ун вырӑнне арестлемеллеччӗ ӑна. Уйӑхпа Хӗвел тӗттӗмленнин хушшинче уйрӑмлӑхсем те пур. — Эпӗ ҫимелли ним те илмен, ох, тӑмпуҫ… «Мана пӗр сӑмах та пулин ҫырса ярса, — ҫапла пӗтерчӗ Санин хӑй ҫырӑвне, — ырӑ ӗҫ тӑватӑр эсир, сирӗн пек чӗреллӗ ҫын ҫеҫ ун пек тума пултарать, — эпӗ сире хам мӗн сывлӑш тухичченех тав тӑвӑп. Анчах Синопа сивве сисмен те. Мӗн-мӗн хатӗрлемеҫҫӗ-ши унта паян! — Ахалех ҫавӑн пек калаҫатӑр сударыньӑ, — терӗ старик. Ҫак минутра ҫеҫ Алексей хӑйӗн ҫухатӑвӗ мӗн тери йывӑр пулнине тавҫӑрса илчӗ. Вӑл тутӑрне тутисенчен те аяларах туртса антарчӗ те, хӑйне шӑрҫасенчен тытса тӑракан, ачан шап-шурӑ пичӗ ҫумне сасартӑк пуҫӗпе пӗшкӗнсе, ӑна хыттӑн чуптума пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтра ман пата хамӑн тусӑмсем, ача-пӑчасем чупса пычӗҫ. Каламарӗ-и: мӗншӗн ӗҫ тухсах каймасть вӗсен, мӗншӗн хирӗҫ тӑраймаҫҫӗ, э? Самант-самантӑн вара ун пирки эпӗ ытлашшипех те тертленнӗ. Вӗсене тем ҫитмен пек курӑнса кайрӗ. Анчах вӑл кам ҫине пӑхса улать-ха? Манӑн шанчӑклӑ карчӑкӑм! Ҫав пустав таҫтан машина ӑшӗнчен тухнӑ та вӗри валик урлӑ каҫса ун умӗнчен шуса иртнӗ. Ӗҫе манӑн татса памалла пулчӗ — манӑн, вунтӑхӑр ҫулхи ачан! — Кунтан тӗлӗнмелли ҫук! — терӗ Егор хыттӑн. Вӑл Ҫӗртен тепӗр енче, Хӗвел хыҫӗнче чухне ҫеҫ пире туллин курӑнать, анчах Меркурий ун чухне питӗ инҫетре. Ҫитменнине тӑлӑх тата. Текех кӗсменҫӗ тытса пыман кимме ҫил аяккинелле хӑвалать. Эпир те ӗнтӗ халӗ пӗр-пӗрин ҫине ӗлӗкхи пек пӑхмастпӑр. Эпӗ вуннӑра кӑна-ха, анчах та эпӗ пӑшӑрханса табуретка ҫинче шухӑшлама пуҫлатӑп. — Ҫук, хӑратӑн!.. Пойндекстер патӗнче ҫӗн пӳрт ӗҫкинче пулнисем пурте тенӗпе пӗрех ҫакӑнта пуҫтарӑннӑ. Ҫак хӗвелпе шуралса кайнӑ, тар шӑрши те юн шӑрши кӗрекен салтак тумтирне пӗтӗмпех пуҫтарса тытсан, вӑл айлӑмалла — тӗттӗм чӑтлӑхалла ыткӑнчӗ. Юрать-и? — терӗ, амӑшӗ килӗшсен: — Питӗ аван! Пӗлетӗп эпӗ вӗсене! Тӗрӗссипе каласан, кама юратман-ха вӑл! Офицерсем, кашни хӑйӗн ҫыруне вуланӑ пирки, нимӗн те сисмерӗҫ. Жандармсем ҫав кинжала тинкерсе пӑхма тытӑнчӗҫ те унта темӗн чӗрсе ҫырнине асӑрхарӗҫ. — Итлӗр-ха, — васкавлан сӑмах хушрӗ Елена, — эсир мӗншӗн килнине пӗлетӗп эпӗ, мана Андрей Петрович сирӗн шухӑшӑра каласа пӗлтерчӗ, анчах эпӗ тархасласа ыйтатӑп: паян пирӗнпе ан сывпуллашӑр, ыран иртерех, вунпӗр сехетсенче килӗр. Кунпа нимӗскер те тӳрлетейместӗп», — ҫийӗнчех чарӑнса ларса, шухӑшларӗ сӳрӗккӗн. Эпӗ хӑвӑртрах тӑна кӗтӗм. Вӑл комбата халь те-ха палласа илеймен пек пӑхрӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗпе ытти колхозниксене хавхалантаракан Майданников ҫинчен кӗскен те хӗрӳллӗн каларӗ, ыттисене унран пример илме хушрӗ, юлашкинчен вара питӗ ӗненмелле ҫапла каларӗ: — Пирӗн партире пулма питӗ тивӗҫлӗ, факт! Унсӑрӑн юрамасть — телей пулмасть. — Кирек-мӗнле ту та, — эпӗ чура, манӑн барин пурлӑхӗшӗн ответ тытмалла, — терӗ Савельич! Ку сӑрт ҫинчен эпир хамӑр юлашки хут чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн анса кайрӑмӑр. — Постоялӑй двора. — Епле Лена патӗнче? — ыйтрӗҫ Огарновсем пӗр харӑс. — Кунсӑр пуҫне, — терӗ малалла Мартини, — эпӗ Ривареса сахал пӗлетӗп пулсан та, ӑна пирӗн партин вӑрттӑн ӗҫне шанса пама ҫук тесе шухӑшлатӑп. Чорбаджи кил-йышӗн канлӗхне сыхласа пӗр аяккинче жандарм ларать. Комковӑн савӑнӑҫлӑ кулӑпа ҫиҫекен уҫӑ та хавхалануллӑ сӑн-питне аса илсен, вӑл тепӗр хут ӳкӗнсе илчӗ. Мӗн каҫхи апат иртичченех Грушницкипе драгун капитанӗ пӑшӑлтатса та куҫ хӗскелесе ларчӗҫ. Пӳлӗмре те темӗн улшӑнчӗ акӑ — япаласем урӑхларах, йӗркеллӗрех вырнаҫрӗҫ, докторӑн сивӗ пӳлӗмӗнче ӑшӑрах пек туйӑнчӗ, япаласем Катьӑна тав туса пӑхнӑ пек туйӑнать. Кунта Егор Иванович килсе кайрӗ — эпир унпа пӗр ялтан, вӑл ӑна та, кӑна та аса илсе калаҫрӗ, эпӗ — ҫуртсене астӑватӑп, ҫынсене астӑватӑп, анчах ҫынсем мӗнле пурӑннине, мӗн калаҫнине, камӑн мӗн пулнине — манса кайнӑ! Палуба ҫинче упранакан тӑварсӑр шыв пичкисем карапсем ҫапӑннӑ вӑхӑтра арканнӑ, мӗн те пулин ҫимелли тупма май пур вырӑн — камбуз — шыв айне пулнӑ. Анчах Негоро, талӑрса вӗрекен йытӑ ҫине йӑпӑрт пӑхса илсе, тӗлӗннине палӑртмасӑр сӑнран тӗксӗмленчӗ те ҫаврӑнса камбуза кӗрсе кайрӗ. Телейлӗ юлӑр, усал ятпа ан асӑнӑр. Тӗлӗнмелле: экзамена епле парӑп? текен уҫӑмлӑ ыйту ҫак таранччен ман пуҫа мӗншӗн пӗрре те пырса кӗмен-ха? Вӗсем ҫине пӑхсан тӗлӗнмелле пулнӑ: ҫивӗч мӑйракаллӑ пысӑк чӗрчунсем тӳрех индеецсем патне ҫывхарса пынӑ. Инсаров куҫхаршисене пӗркелентерчӗ. — Ара. Анчах Ефимушка килчӗ те вӑтанса кайса каласа пачӗ: — Ӗҫме пуҫласа янӑ Ардольон! — терӗ. Темиҫе сехет хушшинче вӗсем пӗчӗкҫӗ утрава пӗтӗмӗшпех пӑхса ҫавӑрӑнма ӗлкӗрнӗ, анчах «Британин» йӗррисене ниҫта та тӗл пулман. Чиркӳ ҫыннисем Джордано Брунона айӑпласа ҫырнӑ ҫырура ҫӗр вӑтӑр пункт пулнӑ. Чӑнах та ҫавӑракан чулсем пуррине тата ҫак пӳлӗмре вӑрттӑн тухса ҫӳремелли алӑк пуррине халӗ хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ. Эсӗ-и? — чӗнчӗ ӑна Ромашов. Ӑна унсӑр та ытла вӑраххӑн йӑтса пынӑ пек туйӑннӑ. Лось пӗкӗрӗлчӗ. Эх, пулинччӗ ҫав та пирӗн ҫав Любобратич пек пӗр-пӗр ҫын… эпӗ ун ялавне ҫӗклесе тухнӑ пулӑттӑм, тӗрӗксен пуҫӗсене вара купӑста каснӑ пек туранӑ пулӑттӑмӑр! Виҫҫӗмӗш кунӗнче, ирхине ирех, манахсем пычӗҫ; вӗсем ҫиччӗн, пӗвӗ енчен те, хулӑнӑш енчен те раснаскерсем, Якова халь ҫеҫ ҫуралнӑ ачасем пекех пӗр-пӗринчен уйӑрмалла мар пек туйӑнчӗҫ. Мӗнпур тимлӗхне пӑхса пыни тата пӗлни кирлӗ пулчӗ. Анчах та эпӗ тӑнлӑ исполнительа, Гэндс — чаплӑ командир пултӑмӑр. Эпир ҫав тери лайӑх ҫаврӑнкалатпӑр, пур ӑшӑх вырӑнсенчен те ҫӑмӑллӑн иртсе кайрӑмӑр, хамӑр ӗҫе пӑхса пыма та кӑмӑллӑ. Хӑйне хирӗҫленине ответлет. Ҫак икӗ ҫынтан пӗри — Говэн, тепри — Симурден пулнӑ. Анчах халь акӑ эпӗ ӳснӗ ҫын, талисман нимӗн те тӑваймасть. Полк штабӗнче дивизи тата арми управленийӗнчи офицерсем, халлӗхе тытса илмен кӗперсене юсама килнӗ инженерсем, халлӗхе тытса илмен машинӑсене хӑйсен аллине лектерме тӑрӑшакан автомобилистсем, халлӗхе тытса илмен складсен алӑкӗсем ҫине пичет хума васкакан интендантсем, минӗрсем, трофейщиксем, разведчиксем, прокурорсем, фронт управленийӗн лозунгсемпе плакатсем илсе килнӗ инструкторӗсем, кинооператорсемпе фотокорреспондентсем, Венӑран хӗвеланӑҫнелле халӑхсем пурӑнакан вырӑнсен ячӗсене, ҫавӑн пекех хула площачӗсенчи ҫул юпписене кӑтартакан паллӑсене — кусене те халлӗхе тытса илмен-ха — хатӗрлесе илсе килнӗ ВАД работникӗсем тӗркӗшеҫҫӗ. Каҫпа сакӑр сехетре отряд Рэд Гум станцине ҫитсе кӗчӗ. Ытах пурнӑҫ этеме ҫӗнтереймесен, этем пурнӑҫа хӑй майлӑ пӗтӗрсе илет, — хисеп те салам манран ун евӗр ҫынна! Шатра питлӗ, кӑнттамрах Архипов рота шкулӗн чӳречинчен пӑхнӑ та ҫине тӑрсах нимӗн чӗнмест. «Мӗн тери хитре вӑл!» — графиньӑн пит-куҫне, ӑшӑ куллине аса илсе шухӑшларӗ Егорушка. Анчах эпӗ закройщик арӑмӗ хутне кӗме хӑраттӑм, кӗнеки унӑнне карчӑк чухласа илӗ тен ӑнсӑртран? Кил таврашӗнче хусканнӑ тарҫӑсем чупа-чупа иртнӗ, хӗрӗсем хыпаланса ҫӳренӗ, сарайӗнче кучерӗсем кӳме хатӗрленӗ. Вӑл хӑй пӳлӗмне кӗнӗ те шухӑша кайнӑ, вӑл ашшӗн ирӗкӗ ҫинчен, Лизавета Григорьевна ҫинчен, ашшӗ ӑна ыйткалакана хӑварма сӑмах пани ҫинчен, юлашкинчен Акулина ҫинчен шухӑшланӑ. Тепӗр ирхине, тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах, эпир тата ҫыру ҫыртӑмӑр, анчах унпа нимӗн тума та аптраса тӑтӑмӑр, мӗншӗн тесен ӗнер каҫхи апат вӑхӑтӗнче икӗ алӑк умне те негрсене хурал тӑрататпӑр терӗҫ. Театр йӗри-тавра — комсомолецсен тинӗсӗ. Ҫак йыш пӗтӗмӗшпех, йыхрав билечӗсене илеймен пулин те, мӗнле те пулин съезд уҫӑлнӑ ҫӗре кӗме тӑрӑшать. Никитӑн пӗрмаях Тихона лайӑхрах пӗлес, ҫав вӑхӑтрах тата ҫав сарлака янахлӑ, ӑнланмалла мар мужикрен хӑрас туйӑм ӳссе пынӑ. Ман алӑра тата тепӗр хулӑн тетрадь юлчӗ-ха, унта вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать. Демид Попович Андрианополь патӗнче те пулнӑ, хӑйӗн ӗмӗрӗнче нумай хурапа шурра курнӑ: вутра ҫунса курнӑ, вӗри сӑмала сапӑннипе хуралса кайнӑ пуҫпа тата ҫуннӑ мӑйӑхпа тарса килсе Сеча ҫитсе ӳкнӗ. Анчах полковник ҫинчен тӗрлӗрен сӑмах ҫӳрет. Хытӑ кӑшкӑрнипе вӑл типӗ сывлӑшпа чӑнтӑхса кайрӗ те кун каҫа пухӑннӑ ҫип тусанне кӑкӑрӗнчен ӳсӗрсе тасатма тытӑнчӗ. Хура кӗркунне вара, расчет илсен, вӑл кӳреннӗ пек тата ытараймасӑр ӑмсаннӑ пек те кӳршисене ҫапла кала-кала панӑ: — Вӑт йытӑ чунӗ ҫав Дрягин! Ӑшӑк вырӑнсенчи сарӑ хӑйӑр пекех, рифсен тӑрнашкисем те ерипенех шыв айне тӑрса юлаҫҫӗ. Вӑл, ҫуллахи пӗлӗт пек тап-таса куҫӗсене ҫине-ҫинех мӑчлаттаркаласа, Давыдов ҫине пӗр именмесӗр пӑхса тӑчӗ. Таҫта, инҫетре аран-аран шӑхӑртнӑ пек, труба сасси илтӗнет: лагере ыйхӑран вӑратаҫҫӗ пулмалла. Пӑшал кӳпчекӗсене ҫӗре лартни илтӗнчӗ: хуралсем улшӑнаҫҫӗ иккен. Унтан, башня ҫывӑхӗнчех, тӗттӗмри сасӑсем калаҫни, ҫӳреме пуҫлани, темӗнле хӑмасемпе пӗренесем куҫарни, мӑлатукпа шакканисем илтӗнчӗҫ. — Сывӑ-и, Володька? — терӗ вӑл имшер сасӑпа. Владимир хӑй ашшӗне хӗрӳллӗн ыталарӗ. «Мӗн илсе килчӗ ӑна? — Эккей, ухмах эсӗ! — Челкаш, ассӑн сывласа, хӑйпе калаҫакан ҫамрӑкран тепӗр хут пӑрӑнса ларчӗ. — Ман ачасем. Ҫав ҫамрӑк плантатор тата хайхи икӗ илемлӗ офицер — ҫук, виҫӗ илемлӗ офицер пулать. «Палларӗ, — палларех-ши вара?..» Ҫав тери кулянса ӳкнӗ Дик Сэнд мӗн тумалла-ши тесе пуҫне ҫӗмӗрчӗ: кӗтмелле-и, е ӗҫ-пуҫ мӗнлереххине пӗлсе тӳрех йывӑрлӑхран тухмалли май шырамалла-ши? Сивӗнсе кайнӑ чей чашки ӑшнелле куҫҫулӗ тумласа анчӗ, хӗрарӑм ӑна сиссе, чашкине аяккалларах лартрӗ те, куҫӗсене хытӑ пӑчӑртаса тытса тата икӗ тумлам куҫҫулӗ кӑларса ячӗ, унтан питне тутӑрпа шӑлса илчӗ. Йӑва тӑрри те шывра пулсан, вара айлӑмри шыв шайӗ вунпилӗк футран та ҫӳллӗрех, термит йӑвисем пурте шыв айӗнче. Халӗ хытах силлемест, чӗтрев тамалчӗ. Вӑл кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене сӑтӑркаласа якатрӗ, вара пӗр вӑхӑтрах чыслӑн та шӳтлӗреххӗн калаҫма тытӑнчӗ: — Эсир мана каҫарӑр-ха та, Христофор атте, эпӗ архиерей патне хут ҫырса ярас мар-и тетӗп — купсасен ҫӑкӑрне туртса илетӗр капла эсир. Разметнов, алӑка хытӑ шанлаттарса хӑварса, Любишкин хыҫҫӑнах тухса чупрӗ. Паллах, кирек мӗнле хӗр те ҫавӑн пек каччӑшӑн хӗпӗртесе ӳкнӗ пулӗччӗ. Вара кӗтесселле, Микул турӑн пӗчӗк сӑнӗ ҫине пӑхса сӑхсӑхма тапратрӗ, кӗл тусан ҫенӗхелле пӑхса кӑшкӑрчӗ: — Каширин, чуп, полицине пӗлтер! — терӗ. Индеецсем мар-ши? Вӑл вара хӑйӗн котелокӗпе лакӑмри шыва ӑсса тӑкма пуҫларӗ. Вӗсем ӗнтӗ Изюмпа Барвенково хушшинчи «хапха» витӗр кӗрсе кайнӑ. Ӗҫлӗр! — Тӗлӗнмелле аван, хитре ҫын темелле. Яштак, ҫӳллӗ, икӗ пит ҫӑмартийӗ хӗп-хӗрлӗ… — Ҫук, ҫук. Вӗҫне ҫитиех итлесе пӗтер мана. Пӗр-пӗр пӗчӗк ачин кашӑкӗ, яшкара пиҫсе сарӑлнӑ груша чӑмӑрккине шыраса, чашӑкра ухӑрла-ухӑрла ҫавӑрӑнма тытӑнсан ҫеҫ шӑплӑх пӑсӑлкалать. 1935 ҫулхи март уйӑхӗнче, ҫурҫӗр варринче эпӗ ҫак дневникӑн юлашки страницине, хам вуласа кӑларма пултарнине, таса хут ҫине куҫарса пӗтертӗм. Вырӑн патнелле чакса, вӑл хуллен мӑкӑртатрӗ: — Ан хӑра. Ирхине Павка электростанцинчен таврӑнать. Унта вӑл ҫулталӑк ӗнтӗ кочегара пулӑшаканӗ пулса ӗҫлет. — Мӗнле? Ҫав сӑмахсене эпӗ пуринчен малтан вӗренсе хуратӑп. Вӗсене пӗр такӑнмасӑрах каламалла пултӑр. Пӑр арҫын ача, хӑйӗн пӳрнине касса янӑскер, ку таранччен пурте хӑйне пӑхса, пуҫҫапса тӑнӑскер, халӗ тӑруках хӑйӗн майлисене пурне те ҫухатрӗ, чапӗ те унӑн пачах сӳнсе ларчӗ. Ҫавӑншӑн вӑл питӗ хурланчӗ. Мӗнпур шанӑҫ майор карабинӗ ҫинче кӑна юлчӗ. Сехӗрленсе ӳкнӗ йытӑсем лагерь еннелле ҫавӑрӑннӑ та, лагере ҫитичченех чарӑнман. Вӑл хӑй ҫав тери ывӑнса ҫитнине туйрӗ, унӑн текех выртас килет, канас килет, анчах ӑна темскер малалла хӑвалать, — «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывне» ҫитес ӗмӗтрен ытла хырӑм выҫҫи хӑвалать ӑна. Ну-ка, пуҫла-ха, Куприян Афанасьич! Кун ҫинчен мӗн шухӑшлатӑр, Джон? Кӗсйинчен таса тутӑр татӑкӗ кӑларса, кушӑркаса хытнӑ аллисене шӑлма тытӑнчӗ. Эх! Мӗн каласси ӗнтӗ! Ман шутпа е пурте, е нимӗн те. Тӗксӗм ҫутӑра Половцев месерле кайса ӳкнӗ Хопров умне пӗшкӗнчӗ. Хӑшӗсем вӗсенчен хӑйсене хӑйсем мӑйракасӑмса тирӗнчен явнӑ нумай вӗҫлӗ нухайккӑсемпе турта-турта ҫапнӑ, теприсем кӗске ҫӗҫӗпе кӑкӑрне е хулпуҫҫине вӑрӑм сурансем каса-каса янӑ, виҫҫӗмӗшсем ҫӑварӗсене пӳрнисемпе турта-турта ҫурнӑ, хӑлхисене тӑпӑлтарнӑ, пичӗсене чӗрнисемпе чӑрмаланӑ. Манашкӑсем мана французла калаҫма вӗрентрӗҫ. Банник, урисене сарлакан чаркаласа пусса, ларчӗ. — Мӗн вара эсӗ, Григорий Матвеич, вӑрлӑхна кӳрсе памастӑн? — Мӗскӗн Роберт! — терӗ Том Аустин. Хӑрама — кирлӗ мар! Кашни сехетрен Ҫӗр чӑмӑрӗ пысӑклансах пырать, ҫавӑнпа вӑл шупкарах курӑнать. Сасартӑк хӑнасенчен пӗри, хулӑн булочник, хӑйӗн черккине ҫӗкленӗ те: — Кам валли ӗҫлетпӗр, ҫавсен сывлӑхӗсемшӗн, unserer Kundleute! — тесе кӑшкӑрнӑ. — Ку тӗрӗс мар! — хӗрӳллӗ пӳлсе каларӗ Пӑван. Анчах ҫаксем ним чухлӗ пулман пулсан та, пирӗн нимӗншӗн те ӳкӗнмелле мар… Компас стрелки пӗр полюсран тепӗр полюс патнелле хӑвӑрт сиккелесе, ҫаврашка ҫинчи пур паллӑсем урлӑ та каҫса, пуҫӗ ҫавӑрӑннӑ пек, каллех малтанхи вырӑна ҫавӑрӑнса пырать. Мӗншӗн тесен Печорин ӑна: те асӑрхаманнипе, те мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа, ун мӑйӗнчен уртӑнас вырӑнне аллине ҫеҫ тӑсрӗ. Вӑл урамсенче Гекпа пӗрле ҫӳресшӗн пулмарӗ. Эсӗ ан пӑшӑрхан. Вӑл ыран мар, тепӗр кунне, пирӗн яла куҫса килет те хваттерте манпа пӗрле пурӑнма пуҫлать. Фердинанд Кортес ҫинчен эпӗ аса та илмен пулӑттӑмччӗ пулӗ, пӗр сӑнӳкерчӗкӗ ҫинче Катькӑна курман пулсан, вӑл унта юланутҫӑ, арҫын шӑлаварне тӑхӑннӑ, атӑпа, ӗнси урлӑ карабин ҫакнӑ, сарлака ҫунатлӑ шӗлепкепе. Сентябрьти ывӑннӑ хӗвел тин ҫеҫ ҫӳлелле хӑпарчӗ; унӑн шурӑ пайӑркисем пӗрре пӗлӗтсем хушшинче сӳне-сӳне лараҫҫӗ, тепре кӗмӗл вейӗр пек ман паталла ҫырманалла ӳкеҫҫӗ. Ӗмӗрлӗхех чуна пӗтерме те пултарнӑ-ҫке эпӗ вӑл ӗҫре! — Йӑнӑшнӑ эп… Епле чаплӑ кивӗ хула! Ӗҫ унта ҫапла пулнӑ: пӗр каччӑ таҫта, кондитерскинчех те-и тен, питӗ илемлӗ хӗре, грек хӗрне, тӗл пулать; вӑл хӗрпе пӗрле урӑм-сурӑм усал старик ҫӳрет. — Ҫук, ӑна выльӑхсем мӗкӗреҫҫӗ! — хирӗҫлерӗ Паганель. Эпӗ чӑнласах тӑмсай вӗт! Ху ҫамрӑк каччӑ, анчах кӗпӗрне архивӗнчи ватӑ йӗкехӳререн те усалрах. Мӗнле япала ку, граждансем? — Мӗнле? — ыйтать Уҫӑпӗ. Ҫапла вара, эпӗ тепӗр хут калатӑп: ку пӗр сӑлтавсӑрах пулма пултарайман — асӑрхануллӑ чӗрчунсем темле пысӑк хӑрушлӑх ҫывхарса килнине туйнӑ пулас. — Чим-ха, вара вӑл чи кӑмӑллӑ кил-йыш-ҫке! Ҫыру чӑнах та килнӗ. Ҫумӑр пачах ҫумасть. Оленин хӑйӗн пӗр ҫурт анчах мар, темиҫе ҫурт та пулни ҫинчен каласа памасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Акӑ Рада сасартӑк ун еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, куҫӗнче вут-хӗм вылятса илчӗ — Стефчов акӑ Бойчо пирки каласа кӑтартать, ун сӑмахӗ хӗре савӑнтарчӗ. Ҫапах та мӗншӗн ҫапаҫҫӗ-ха? Хула ҫурчӗсен юлашки речӗсем ҫакӑнта татӑлчӗҫ, сарлака аслӑ ҫул хулана пырса кӗнӗ ҫӗрте лутра хӳмесем кӑна юлчӗҫ. Тарӑхнӑ Стайка ҫаплах-ха куҫран ҫухалнӑ Стефчов еннелле пӑхса тӑчӗ, Голю буйвола хӑй сисмесӗрех ҫамкинчен ачашласа лӑпкарӗ, лешӗн кӑтра ҫӑмӗ кӗҫҫеленнӗ, хӗрлӗ кӗлеми те палӑрса тӑрать. Монастырь, ҫӳллех мар сӑрт ҫинче, бронза тӗслӗ хырсем хушшинче, вӗсен ҫӑра турачӗсем айӗнче пытаннӑскер, Артамонова ҫинҫе саслӑн янӑракан чансен сассипе кӗтсе илчӗ, — чансем каҫхи кӗле чӗнеҫҫӗ. Хутран-ситрен ҫак сасӑсен ҫӑра хумӗ ӑшне подрядчикӑн уҫӑ сасси ҫивӗччӗн кӗрсе, ҫӑкӑра вичкӗн ҫӗҫӗ каснӑ пек, каса-каса янӑ. Вӑл татах чарӑнса тӑчӗ. Тӑхта. Хӑв пӗлекен офицерсенчен кам хӑй ирӗкӗпе службӑран кайни пур? — Хӑҫан таврӑнатӑр-ха эсир? Тепӗр 5 минутран казак лаши ҫине утланса ларнӑ Калугин (учӗ ҫине вӑл каллех темӗнле, уйрӑммӑнах казакла утланнӑ, ҫапла утланни адъютантсене пурне те уйрӑммӑнах кӑмӑла кайнине асӑрханӑ эпӗ) генерал хушнӑ тӑрӑх, вӑл панӑ хӑш-пӗр приказанисене кирлӗ ҫӗре ҫитерес шутпа тата ҫапӑҫу мӗнпе вӗҫленнине татӑклӑн пӗлсе килес тесе, бастиона юрттарчӗ; ҫапӑҫу ҫывӑхрах иккенне пӗлсе тӑракан ҫын, хӑй ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑнмасан та, хытӑ пӑлханать, Гальцин князь та, ҫавӑн пекех пӑлханса, урама тухрӗ те, пӗр тӗлсӗр-мӗнсӗр каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. — Тӗрӗс, — терӗ Сильвер. — Юрать, — тетӗп, — апла пулсан, Снеффельс сӑмах мӗне пӗлтерет-ха тата? Ӑна сӑнаса тӑракан Фома ҫакна асӑрханӑ: Медынская, пӗччен чухне, хӑй патӗнче ҫынсем пур чухнехи пекех чипер пулман иккен, унӑн пичӗ сивӗрех, ватӑрах курӑннӑ, куҫӗсенче йӑвашлӑх, ачашлӑх пулман, вӗсем кичеммӗн пӑхнӑ. Роза ӳсекен клумбӑсем, йӑлтӑртатса сирпӗнекен фонтан, сад пахчинчи виноградпа явӑннӑ корпуссем. Макар ун ҫине пӑхмарӗ: маншӑн пурпӗрех, тенӗ пек пӑхакан куҫӗсемпе ҫаплах чӳрече енне тинкерчӗ… Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем сӗм-тӗттӗме тӑрса юлчӗҫ. Эпӗ парӑп сана! Ҫил лӑпланнӑ пулин те, ҫӗр каҫиччен эпир самаях малалла шунӑ, халӗ эпир утравӑн хӗвелтухӑҫ енчи лутра ҫыранӗнчен ҫур мильре тӑратпӑр. Ҫак тутӑ кӗртекен усӑллӑ ҫиес ӗҫе вӑл пикенсех тытӑнчӗ. Ҫаксем халь ӑна броньӑланӑ капмар танка хирӗҫ хӑюллӑнах, пӗр иккӗленмесӗр тухма ҫителӗклӗ пулчӗҫ. Ан ятла ӗнтӗ мана Марко бай, эрех пички пек ӳсӗрӗлтӗм, ӑсӑма ҫапах та ҫухатмастӑп-ха… Вӑл хӑй те палуба ҫине юлас пулсан, мӗн пулса иртнине ӑнланман пек пӑхса тӑма пултарайман. Колхозсем хӗрӗх виҫӗ рабочи яма ыйтса заявкӑсем панӑччӗ. Эсир, авӑ, тӑххӑрӑн ҫеҫ килтӗр. Ӑна ертсе пымалла. Ман шутпа, герцог та, капитана пулӑшаканӗ те, циркри клоун та пулма кирлӗ мар, ҫавӑн пек пуҫ кӑна пултӑрччӗ. Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар Ҫулҫӳрекенсем вунпӗр-вуниккӗре пулсан, вӗсем вагон айӗнче пытанса уйӑхӗ-уйӑхӗпе ҫӑвӑнмасӑр ҫӳресен, мӗнпур ҫулҫӳревсем пурте пӗр пекех. Анчах, чим, суйма юрамасть. — Эсир-и, — терӗ татах вӑл, мустангера урисенчен пуҫласа пуҫне ҫити куҫпа виҫсе. — Эсир ирландец-и? — Каҫарӑр мана, — терӗ те, чӳречерен тулалла пӑхса, пӗр виҫ минут пек ним чӗнмесӗр ларчӗ. — Пӗтрӗ, — терӗ герцог. Аслӑ Артамонов ӳсӗркелесе итлесе ларчӗ, нумай ҫирӗ, сахалтарах ӗҫме тӑрӑшрӗ, ҫак ҫынсем хушшинче хӑйне хӑй урӑх йӑхри тискер кайӑк пулнӑ пек туйрӗ. Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та, хамӑрӑн хӗп-хӗрлӗ турпассемпе витӗннӗ пек курӑнакан пӳрт ирӗлсе пыни ҫине ӑнран тухса кайнӑ ҫын пек пӑхса тӑтӑм, — ун умӗнчи ҫӗре йытӑ чӗлхисем пек хӗрлӗ чӗлхесем ҫулаҫҫӗ. Вагона пижамӑсем тӑхӑннӑ, ҫырласемпе хӗвелҫаврӑнӑш тултарнӑ пакетсем тытнӑ, костыльсемпе туясемлӗ аманнӑ ҫынсем пырса кӗчӗҫ. Унӑн ача ҫуратман пӗчӗк арӑмӗ пурччӗ, вӑл кунӗн-ҫӗрӗн кӗнеке вулатчӗ. Унти вырӑнсене лайӑх пӗлсе тӑракан Корчагин Гусева ӑҫтан пымаллисене пӗтӗмпех кӑтартса пачӗ. — Ыран пытараҫҫӗ пуль, эппин? Кӗнӗ-кӗмен пӑхса илтӗм те эпӗ, тӗлӗнсе хытсах кайрӑм. Унтан вӑл хӑйӗн пӗр айккинче ҫакӑнса тӑракан фляжкине илчӗ те ман тутасем патнелле илсе пычӗ, эпӗ ҫакӑнтан шалтах тӗлӗнтӗм. Турӑҫӑм, ҫунатлантар ман чунӑма! Ҫук, кунта ватӑлӑх айӑплӑ пулмарӗ: вӑй вӑя парӑнтарчӗ. Ун алли-урисенчен сахалтан та аллӑ ҫын пырса тытрӗҫ. Анчах пирӗн Донпа Кубань казакӗсем те ют ҫӗршывсенче ӑна-кӑна кӑштах хӑнӑхкаласа ҫитрӗҫ, хайхискерсене хирӗҫ тыттара-тыттара яма пуҫларӗҫ! Термит йӑвин шӗвӗр тӑррине ишсен, стена ҫине хӑпарма ҫӑмӑл, унтан шыв илмен ҫывӑхри сӑрт ҫине мӗнле ҫитсе ӳкмелли ҫинчен шутлас пулать. Ҫав халӑх пуххине, чаплӑ ӗҫке-ҫике тӗрлӗ енчен ӳкерсе кӑтартмашкӑн ӑҫтан кӑна сӑрӑсемпе мелкесем тупса ҫитерӗп-ши? Малтан вӑл вице-губернатор кӗрӳшне хӗнесе тӑкнӑ. — Нӑрӑ историне-и? — Ҫапла, ҫапла. Куҫа пит курӑнмасть пулсан та эпир халӗ «цивилизациленнӗ» ҫӗрсемпе пыратпӑр, каҫ пуличчен пӗр чугун ҫул урлӑ каҫмалла пулать-ха пирӗн. Вӑл ҫул Мёррейӑн улӑхӗсене океанӑн хӗррисемпе пӗрлештерет. — Кам шуйттанӗ пӗлет ун пуҫне мӗн шухӑш пырса кӗнине, — тарӑхса каларӗ Кондрат. Хускалман вӑл, вӑл хускалманнине кура, тепри пулсан, ҫын-и, ҫын мар-и ку тесе, иккӗленме те пултарнӑ. Озеров аттисене аран-аран тӑхӑнчӗ. — Эпӗ сахал утнӑ тетӗр-им эсир? Юлашкинчен вара эпир килкартинче ҫавӑрттарса тӑракан ҫил-тӑман тӑркӑшӗнче пытаннӑ пӗчӗк флигелӗн ҫенӗкне кӗрсе тӑтӑмӑр. О, мӗнлерех хитре эс, ман савниҫӗм. Эпӗ-и, е хыҫалтан мана ухмахла ыйтусем парса ларакан тӑм пуҫ-и? — Унта ҫапӑҫу пырать! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Пӗр вӑхӑтра лӑпланса ҫитнӗ Гремячий Лог хуторӗ тепӗр хут пӑтранса кайрӗ… Эп халех Мускава тухса каятӑп, эп кайсан ҫӳрех вара, хӑть кампа, хӑть тул ҫутӑличченех… Кашни каҫах тата вӑл Шурочка чӳречи умӗпелен иртетчӗ, иртет урамӑн тепӗр енӗнчен, йӑпшӑнса, сывлӑшне чара-чара, талтлатса тапакан чӗрепелен, хӑйне шӑп та шай темле вӑрттӑн та намӑсла вӑрӑ ӗҫӗ тунӑ чухнехи пеклӗн туйса. Каҫхине эпӗ Людмилӑна: хулана каятӑп, унта пурӑнатӑп, тесе каларӑм. — Каларӑм-ҫке сана пӗлместӗп тесе. Ҫав тери шел пулин те, эпӗ сире унта илсе кайма пултараймастӑп… Анчах кам-ха сиртен хӑйӗн ывӑлне хӗрес ҫине пӑталама панӑ атте — турӑ асапӗсем ҫинчен аса илнӗ? Мӗнех вара вӑл чуптуни? Вӑл ҫирӗппӗн те хӑюллӑн, хӑй килне кӗнӗ чухнехи пекех утать, тӗлӗнсе кайнӑ Ольга вара ӑна хирӗҫ тухрӗ. Залра мӗн пулса иртни пӗтӗмпех хӑйне кӑна тивет тейӗн — юбиляра икӗ питҫӑмартинчен те вӑл чеченӗн чуптуса илчӗ те ури ҫине урине хутлатса ларчӗ. Ну, паллах, ҫавӑн пирки ҫӗмӗрет… Анчах Бенедикт пичче нихӑш енчен те ботаник та, минералог та, геолог та мар. Кай… Ҫапла пуҫланчӗ вӗсен туслӑ пурӑнӑҫӗ. Вӑл чул сарнӑ ҫулпа е йывӑр лавсем иртнипе сакӑлтасем пулнӑ ҫулпа, е вӑрман чӑтлӑхӗнчи тӑвӑр сукмаксемпе утнӑ. — Капла ӗҫ тухас ҫук! — татса каларӗ Валька. Йӗксӗк сӗрмекупӑсҫӑ, тара кӗрӗшнӗ евӗрскер, унтан сасартӑк — ман арӑм, хисеплӗ хӗрарӑм, ҫемье амӑшӗ! Вӑл та, ури айнелле пӑхса, пуҫне сулкаласа пырать. Ҫуркунне ҫапла та ҫапла тесе калаҫса татӑлтӑмӑр! Расчет тума вӑхӑт ҫитрӗ те — лартрӗ мана. Ҫак самантра унӑн нихҫанхинчен те ытларах пурӑнас килсе кайрӗ! Кам сана илте? — Эй, турӑ, турӑ! — аптранипе тарӑннӑн сывласа янӑ Фома. Ку вара — пит те сайра кӗнеке: ӑна цензура ҫунтарса янӑ. Пӗчӗк гостинӑя ҫемҫе чӑпар мебӗлпе тата «приданӑй» кӗмӗл япаласемпе чей чашки таврашсем кӑларса лартса тӑвӑрлатса хунӑ; ӑна виҫӗ лампа илемлетсе тӑрать, вӗсем пӗринчен тепӗри пысӑкрах. Чупӑр!» терӗ вӑл. Ара — парӑш арканнӑ, тетӗн-им?! Вара мӗн пулса тухать? Вӑл мана, ҫамрӑк тесе, илесшӗн мар пулчӗ, анчах эпӗ тӗреклӗ ача пулнӑ, анне ман ҫула икӗ ҫул ӳстерсе каларӗ. Ҫакна ӑнланса, Илья ӑна:— Чеех мар эсӗ, тӑванӑм, чеех мар! — тесе кӑшкӑрчӗ. Кайсан, кала-ха, Максим Максимыч кунта, те, ҫаплах кала… вӑл пӗлет… — Анчах ирӗк парсамӑр ыйтса пӗлме: манӑн айӑп мӗнре пулнине Анна Васильевна пӗлет-и вара? Хӑйӗн вӑрӑм пурнӑҫӗнчи юлашки кунӗсене вӑл шӑппӑн та канӑҫлӑн ирттерет. Раиса Александровнӑпа вӗсем ҫурмалла экипаж илнӗ, ну вара, ӑнланӑр, тӑванӑм, мана калаҫҫӗ: «Аттусем санӑн таса мар, теҫҫӗ, эс пирӗн платьесене пӑсса, вараласа пӗтеретӗн». — Краузене вӑта ҫӗре! Эпир ҫак жуликсем патӗнче апат-ҫимӗҫ чӗркеме кӗрӗшрӗмӗр. Малтан вӑл хӑй хывнӑ юррине, ташлаттармалли сыпӑклӑскерне, юрласа пачӗ: Ши! кӑна та ши! кӑна, Ӑҫта куртӑр-ши ӑна? Ӑна питех те нӗрсӗр теме ҫукчӗ, анчах вӑл хӑйӗн пӗтӗм шӑмшакне хытарса, карӑнтарса, пит-куҫне ыратакан пуличченех туртӑнтарса лартнӑ пирки ҫакӑн пек илемсӗрленни уҫҫӑнах сисӗнетчӗ. Якӑрпа аппаланса ахалех ҫур сехет ирттерчӗҫ, вара чӑтӑмне ҫухатнӑ Джон канатне касса татма хушрӗ. Манӑн чӗрем хыттӑн тапма пуҫларӗ. — «Унтан?» Авалхи тав тумалли гимн пӗтӗм чиркӗвӗпе савӑнӑҫлӑн янраса тӑчӗ, тинӗс ҫинчи пират Том Сойер, хӑйне кӗвӗҫекен юлташӗсем ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, ку ӗнтӗ унӑн пурнӑҫӗнче чи лайӑх минут пулнине туйса тӑчӗ. — Йытӑсем! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл вӗсен хыҫҫӑн. — Каяссӑн, каяссӑн. Алексей Мересьев шлемсӑр, шап-шурӑ шуралса кайнӑскер, кӑвакарнӑ тутипе вӑйсӑррӑн кулса ларнӑ. — Ах, намӑссӑрсем, ах, ҫара-пакартасем! Вӑрҫӑ мар, чакса пыни, мӗншӗн тесен чакса пыман пулсан вӑл нихҫан та ман пистолетпа хутӑмсене вӑрлама хӑяйман пулӗччӗ, вӑрманта та тӑр пӗччен мана пӑрахса хӑварман пулӗччӗ. — Тетушка, эсир ларӑр-ха, — тенӗ ӑна хуҫи, — эпир пиччепе камарински ташлӑпӑр. Мӗн чӗнмесӗр тӑрасси пур, пӗлместӗп. Ҫакна пула эпӗ ҫӑмӑл тӑрантас кӳлме хушрӑм та, Кузнецки кӗпер урамне кайса япаласем туянсан питӗ лайӑх пулать, тесе шутларӑм. Эсир ҫак ҫулхи апрелӗн 10-мӗшӗнче тухса кайма тивӗҫ. Сирӗн пӑр ҫинчен ҫуран кимӗсем хунӑ нартӑсене сӗтӗрсе пымалла. Нартӑсем ҫинче икӗ уйӑхлӑх апат-ҫимӗҫ пулӗ. Суднӑран тухса кайсан, мӗн ҫӗр курӑничченех кӑнтӑралла кайӑр. Чирлемен-и кам та пулин? — тепӗр хут ыйтрӗ Рада. — Ҫук, Рада аппа. Унӑн асӑпӗсем ҫинчен аса илнипе чӗрине ахаль те ыраттаракан Гленарвана ытлашши хӑратас мар тесе, вӑл хӑй хӑранине палӑртасшӑн мар, вӑл хӑйне чӑннипех паттӑрӑн ҫирӗп тытать. Юратура ҫав пурнӑҫри тӗркӗшӳ туйӑмран кая мар вырӑн йышӑнать. — Ҫӗрле ӑҫта каймалла, ҫывӑр! Хӗрринчен варрине ҫитиччен лӑпкӑ выртать, унӑн яка ҫийӗ пӗр хускалмасӑр тӑнӑ пек курӑнать, тӗсӗ кӑвак та йӑлтӑрккарах. Эсир — господасем, сире кӗнеке тытни те килӗшет. Эпир господасен ӗҫне хутшӑнмастпӑр. Малти пӳлӗмре кил хуҫи арӑмӗ — ача-пӑчасӑр тӑлӑх арӑм вырнаҫнӑ. Фабрика патне ҫитесси аллӑ чалӑшран та сахалтарах юлнӑччӗ ӗнтӗ, — хуран сасартӑк хытӑ сулӑнса кайрӗ те, малти каток ҫинчен ерипен шуса анса, пуклак сӑмсипе хӑйӑр ӑшне тӑрӑнчӗ; Ун пит-куҫӗ ҫине мӗлке ӳкрӗ те, вара вӑл тата ерипентерех, вӗҫтерсерех сӑмахлама тытӑнчӗ. Вӑл сирӗн пурин те начальник-и? — ыйтрӗ хӗр. Вӑл суранланнӑ пулсан, ху пултарнӑ таран ӑна пулӑш. Анчах сана кам янине ан кала. — Мӗскӗн ача, — терӗ Гаррис малтанхи сассипех, — ҫавӑн пек йывӑр асапа чӑтса ирттерме хал ҫитерчӗ-ши?.. Вӑл маориецсен хӑш-пӗр ҫулпуҫӗсем акӑлчансен аллине ҫакланнине, дикарьсем вӗсене улӑштарса илесшӗн пулнине пӗлчӗ. — Ҫывӑрмастӑп. Павел хӑй мӗн курни ҫинчен васкаса шӑппӑн каласа пачӗ. Кунта пӗр сӑмах та, пӗр сӑмах йӑпӑлтатса калани те ҫук. Кунта эсӗ, йӗкӗт, йӑнашатӑн. Ватӑ мастерпа пӗрле вӗсем Алексее ҫӗклерӗҫ те койка ҫине лартрӗҫ. Малтанах мана Олеся килте ҫук пек туйӑнса кайрӗ, хӑранипе кӑкӑрпала ҫӑварта сивӗ пулса ларчӗ, анчах тепӗр минутранах эпӗ ӑна куртӑм: вӑл питне стена еннелле тунӑ та, пуҫне минтер ӑшне пытарнӑскер, вырӑн ҫинче выртать. Паганель хура чӗкеҫ ҫӑмартисене питӗ асӑрханса йӑтса анать, унӑн аллинче тата пӗр ҫыхӑ ҫерҫи пур, вӗсене вӑл пилеш кайӑкӗсем тесе каласшӑн пулчӗ; Ун ҫине пит ан пӑхкалӑр! сирӗн май килнӗ таран хӑвӑртрах Джемма упӑшки пулас килнине пӗлетӗп эпӗ… анчах чи малтанах сыхланни кирлӗ! Манӑн аппа хӑйӗнчен икӗ ҫул аслӑрах ҫынна, аскӑн этеме, питӗ ҫамрӑкла качча кайнӑччӗ. Анчах манӑн кӑнтӑрла сулӑ ҫинче пӗччен ишес килмерӗ, — пурте ҫыпӑҫаҫҫӗ, — ҫавӑнпа эпӗ каҫчен, тӗттӗмленсе ҫитичченех, кӗтме шутларӑм. Тулли мар пичкене кустарса кӑларсан, эпӗ урам тӑрӑх хур енчен те хӗрарӑмсем, ачасем кӑшкӑрса, ҫухӑрса чупса пынине куртӑм. Унран кӑшт айккинерех ҫатан карта тытнӑ чие сачӗ пекки пур, тата чӳрече умӗнче, йывӑр пуҫӗсене тайса, хӗвелҫаврӑнӑшсем тӗлӗреҫҫӗ. Ҫак асӑннӑ ӗҫсем пулнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Кавказски пехота полкӗн икӗ роти Новомлински станицине пурӑнма куҫса килчӗ. Э! господин Грушницкий! Ҫав лаптӑк хутортан пӗр вунӑ ҫухрӑмри хир тӳпи леш енче, Хаяр пӗве хӗрринче сарӑлса выртать. Вӑл хӑйсем ӗнер пулнӑ ҫурта асӑрхарӗ. «Вӑл мана хакламасть! Таптаннӑ юр ҫинче кирпӗчрен пӗр пӳрт пекки туса хунӑ; пӳртрен сарай патнелле хура ҫип карӑнтарнӑ, — ачасем кунта телефонла вылянӑ пулмалла. Паянах эпӗ Николай Антоныч патне каятӑп та ҫав ҫырусемпе докуменчӗсене кӑтартма ыйтатӑп. — Ҫӳревҫӗсем кашни тӗрлӗрен калаҫҫӗ, — пӳлчӗ ӑна Паганель. Мӗнле кӑна ҫурт ҫук унта! Эрех ӗҫнипе сӑнӗ улшӑнса кайнӑ учитель хӑй креслине аяккалла сиктерсе лартрӗ, ҫынсем патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те доска ҫине Америка карттине ӳкерме тытӑнчӗ, ҫапла вӑл географи тӑрӑх экзамен пуҫласа ярас терӗ. Фома старик патӗнчен хӑйпе пӗрле икӗ туйӑм илсе тухнӑ: Щуров ӑна килӗшнӗ пек те пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑла тавӑрса янӑ. Пӗлместӗп. Гинка инке, Юрданӑн качча кайнӑ хӗрӗ, начар теме те ҫук-ха хӑйне, ытла шапӑлти, ӑсран яракан хӗрарӑм, хӑйӗн йӑваш упӑшкине кирлӗ чух хӗнеме те пултараканскер, пуҫтарӑннӑ хӑнасене шӳтле-пӳтле сӑмахпа йӑпатса, ывӑна пӗлмен чӗлхине енчен енне вылятса тек шапӑлтатать. Атаманчукова та ӑнланма ҫук, ман ҫине палач суд вӗлерме йышӑннӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Пирӗн лозунгсем уҫӑмлӑ: тӗп пултӑр уйрӑм ҫынсен харпӑрлӑхӗ, пӗтӗм производство хатӗрӗсене — халӑха, влаҫа — халӑха памалла, ӗҫ — пуриншӗн те пулмалла, пурин те ӗҫлемелле. — Волошин картӑ ҫумӗнчен уйрӑлчӗ. — Эпӗ сана, йытта вӗрентнӗ пекех, вӗрентетӗп-ҫке, эсӗ ҫапах та кайӑка хыпасшӑн. Каллех большевиксемпе меньшевиксем-и? Ҫавӑн чухне эпир ӑна пит пысӑк тав туса аллине чӑмӑртарӑмӑр. — Мӗн эсир, курмастӑр-им? Виле илсе каятпар! Нимех те мар, паян вӑл ырӑ кӑмӑллӑ-ха! Унтан:— «Бис» кӑшкӑрсан эпӗ Шотланди ташшине е матрос ташшине ташласа паратӑп, эсир мӗн тӑватӑр? — терӗ. — Тӑхтӑр-ха, шухӑшлас пулать… Акӑ мӗн… Гамлет сӑмахне вулама пултаратӑр-и эсир? Колонна умӗнче Гаврилов комбатпа Корчагин юланутпа пыраҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче, йӗс трубасем янӑратаҫҫӗ, ялавсем чӑштӑртатаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр юрӑ, юрӑ! «Юрӑхсӑр, аристократишка», нимӗн пулман пекех хушса хучӗ Базаров, ҫав помещике Петербургра хӑй те куркаланӑскер. Эпӗ тӗпсӗр ҫырма хӗррине ҫитсе тӑнӑ пулсан, манӑн ӳкмелле. — Анне хуҫасем патӗнче кухаркӑра пурӑннӑ. Ҫакӑн пек минутсенче унӑн кӑмӑллӑ шӗвӗр пичӗ пӗркеленсе, ватӑлса каятчӗ, вӑл чӗркуҫҫисене ыталаса, вырӑн ҫине урайне ларатчӗ те чӳречесен кӑвак тӑваткӑлӗсем витӗр, юр кӗрчӗсем хӗссе хунӑ сарай тӑрринелле, хӗллехи пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем ҫинелле ну майччен пӑхса ларатчӗ. — Хӑвала мӗн май ҫитнӗ таран! — команда пачӗ вӑл шофера. Ҫак вуникӗ сехет кая юлни вуник сехетлӗ кану пулса тӑмалла, вӑл ҫынсемшӗн кӑна мар, станцинчи ирӗк витесенче питӗ аван вырнаҫтарнӑ лашасемпе вӑкӑрсемшӗн те ҫавах пулмалла. Таҫта аякра:— Мӗнле тапать халь унӑн пульс? — тенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Ну, акӑ, калӑпӑр, эпӗ мар, Лбов кая юлнӑ, эпӗ пӗр вырӑнта тӑнӑ та вӑл мӗнле ҫывхарса килнине пӑхатӑп. Ҫак самантра ҫынҫиенсем, сулахай ҫырана ишсе ҫитме шутласа, шыва сикрӗҫ, кимӗ кисреннипе ҫаврӑнса ӳкрӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, унӑн шучӗпе тинӗс леш енче нимӗнле ҫӗршыв та пулма пултарайман, нимӗн ҫинчен те шутлама пултарайман ҫынсен ушкӑнӗ йывӑҫран тунӑ карап ҫине ларса хӑйсем ӑҫта кайма шутланӑ вырӑна кайма та пултарайман. Синопӑна аллинчен ҫавӑтса вӑл унпа пӑр тӑрӑх утса кайнӑ, вӗсем хыҫӗнчен Пӗччен Бизонпа Отаки пынӑ. Мӗн ӑна кирлӗ пулнӑ? Кашни ӗҫлекенӗн лаптӑк ҫӗр, кашни лаптӑкӑнах ӗҫлекен пултӑр. Ун чухне ҫӗршывӑн пӗтӗм тупӑшӗ ҫӗр хут ӳсет. Хальхи вӑхӑтра Франци хресченӗ ҫулталӑкра мӗн пурӗ те тӑватӑ кун ҫеҫ аш-какай ҫиет, ҫӗре тӗрӗс сухаласа аксан, Франци виҫҫӗр миллион халӑха, мӗнпур Европӑна тӑрантарса усрама пултарать. Вӑйлӑ пулӑшаканпа — ҫутҫанталӑкпа — усӑ курӑр; эсир халӗ ӑна кураймастӑр. Кашни ҫил хумне, кашни шыв сиккине, магнит вӑйне пӗтӗмпех хӑвӑра валли ӗҫлеттерӗр. Ку паллӑсем те лайӑххисемех мар… Марыся порта кайрӗ те нимӗҫ капитанӗсене чӗркуҫленсех йӑлӑнчӗ… Ку вӑл чее мел пулнӑ: Бруно ҫав «святейший» инквизици планне пӗлӗ те ҫамрӑк чухнехи пекех ҫӗршывран вӑрттӑн тухса тарӗ, тесе хӑранӑ Мочениго. Ансат чӑнлӑх, каларӑш, пуриншӗн те паллӑ терӗш, — ун тупсӑмне вӑл тахҫанах ӗнтӗ илте-илте хӑнӑхнӑ, — ҫаксем шалти, темле пач кӗтмен ҫуталупа ҫиҫсе хӗмленеҫҫӗ те сасартӑках философилле тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ, ун пек чух вара ҫавсене пурне те пӗрремӗш хут илтнӗн, вӗсене пӗтӗмпех хӑй уҫнӑн туйӑна-туйӑна каять. Ҫӳлте тискеррӗн ахӑлтатса кулни илтӗнчӗ, унтан ҫав сасах:— Кил! — тесе кӑшкӑрчӗ. Унӑн ҫырӑвӗсем те, ытти ҫырусем пек мар, урӑхла пулнӑ. — Камсем? — ыйтрӗ Тельмарш. Вӑл ыран хулана, хӑй тусӗсемпе хӑйне ҫывӑх ҫынсем пурӑнакан пысӑк хулана тухса каяссине аса илсе савӑнать. Пӗлетӗр-и, эпӗ лере, Шахты урамӗнче, кама тӗл пултӑм? Хам ӑнкартса илнӗ тӑрӑх, ҫав утрав ҫырантан пилӗк лигран ытла мар пек туйӑнчӗ. — Ҫук, эпӗ хам тӗллӗн, — ӗххӗм-ӗххӗм ӳсӗркелесе ответлерӗ Воропаев; ҫапах та хӑй мӗншӗн кунта килнине каламарӗ. Эпир те вӗт пире ҫакӑнта килсе хупнишӗн айӑплӑ мар. Анчах вӑл ӗмӗтленнӗ те шухӑшланӑ пек пулса тухмарӗ. Вӑрман хӗрринче ларнӑ виҫ-тӑватӑ пӳрте бомбӑсем никӗс пӗренисем таранах салатса, ывӑтса пӗтернӗ, тӗреклӗ кӑмакасем те ишӗлсе аннӑ, йӗри-таврах кирпӗч тӗпренчӗкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. — Хӑнасем — пуриншӗн те хӑна! — тесе илчӗ Ефим, Софьйӑпа юнашар вырнаҫса ларса. — Пар-ха мана хӑв кӗпӳне, — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. Вара, лешӗ памасран хӑраса, йӑлӑннӑ пек хушса хучӗ: — Тархасшӑн пар! Рыбин». Эпир сана пурпӗрех пӑхӑпӑр, сыватӑпӑр, кун пирки иккӗленмелли те ҫук!.. Хӑйне пулӑшассине кӗтмесӗр, Луиза ҫӗре сиксе аннӑ та мустанг ҫумне пырса тӑнӑ. Ӑна ахаль чухне пӑхма кичем пек, халь тесен ун илемӗ иртен-ҫӳрене калама ҫук савӑнтарнӑ пулӗччӗ. Ҫутҫанталӑк вӗсене кашни ҫынна кӗтсе тӑракан вилӗм хӑрушлӑхӗнчен хӑтарнӑ, вӗсем вилӗмӗн яланхи хӑрушлӑхӗ сехӗрлентерсе тӑнине пӗлмесӗр ирӗклӗн пурӑнаҫҫӗ. Кашни чиркӳ приходӗнчи хресченсен хӑйсен пуҫлӑхӗ пулнӑ. — Аван-и, Иван Павлыч! Гусев каллех утиял айӗнче кукленсе выртрӗ. Пӑхса тӑракансем сывлама пӑрахса, итлеме хатӗрленеҫҫӗ. Ӑна палласа илсен, ҫамрӑк креолка азотея карлӑкӗ хыҫне пытанса ларнӑ; унӑн кӑкринчен хуллен кӑшкӑрнӑ сасӑ тухса кайнӑ. — Вӑл мана, ҫав ҫутҫанталӑкра пулма пултарайман шухӑша, аттен ҫырӑвӗсенче ун ҫинчен каланине ӗненнӗшӗн айӑплать. Разметнов сцена ҫинчен сиксе анчӗ. Юри тенӗ пекех, чуман лашасем ҫинче ларса пыракан ҫӗтӗк-ҫатӑк мужиксем тӗл пулаҫҫӗ; ҫул хӗрринче хупписене сӳнӗ, турачӗсене хуҫнӑ йывӑҫ тӗмӗсем ҫӗтӗк тумлӑ ыйткалакансем евӗрлӗ лара-лара юлаҫҫӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн хырмасть вӑл ӑна? Вӑл совет влаҫне хирӗҫ мар, пачах урӑхла, вӑл ӑна кӑмӑллать. Ман атте, ҫамрӑк та питӗ чиперскер, ӑна юратмасӑрах качча илнӗ; анне унран вунӑ ҫул аслӑрах пулнӑ. Мӗн каларӗ-ха вӑл вара? Ӑҫта халь ҫав путсӗрсем? Эп вӗсенчен ыйтса пӗлесшӗн, кам хушнӑ вӗсене харкашма? Халех вӗсене кунта илсе килӗр те — кӑтартӑттӑм вӗсене!.. Атте манӑн ҫав тери усал, хаяр, пичче те ҫаплах. Ӗҫке ернӗскер тата. Вӑл, эпир мӗнле вырттарса хӑварнӑ ҫаплипех, анчах кӑшт ҫеҫ ҫӳлерех выртать. Мана вӑл ытла та хавшанӑ пек тар ҫав вӑхӑтрах питӗ пӑшӑрханнӑ пек туйӑнчӗ. — А мӗн? Магазинтан тӑрантас патне тухнӑ чух штатски сюртук тӑхӑннӑ Семенова куртӑм, вӑл пуҫне усса, тротуар тӑрӑх хӑвӑрттӑн утса пырать. Тен, манӑн ӑна кун ҫинчен маларах каласа памалла пулнӑ пулӗ. Майор тӗлӗнме пӗлекен этем пулсан, вӑл ҫӑварне карса пӑрахнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен хӑй ҫумӗнче тӑракан ҫынна вӑл ӗмӗрне те палламан. Ялан хуран ҫывӑхнелле пӗрремӗш пырать. 74— О-о, питӗ чаплӑ старик, — терӗ Огарнова, хавхаланса. Вун ҫичӗ ҫулхи пӗчӗк, мӗскӗн вӑкӑр хӑвалакан! Ҫуртӑн сивлек стенисем тӗттӗмлӗхелле уҫӑмсӑр пирамида евӗр тӑсӑлаҫҫӗ. Эпӗ ӑна хирӗҫ сӑмах калама хӑяймарӑм. — Э-э, хӑта, чупни-и вӑл? — Кӑтартсам мана, тархасшӑн, Ирин шляхӗ патне каякан ҫула, унсӑрӑн сирӗн шурлӑхӑртан ӗмӗрне те ҫӑлӑнса тухаймӑн. — Эпӗ те ҫаплах! Анчах ӗҫ унта мар. Унтан, ҫаплах юрласа, аслӑ мӑчавӑрсем таса пӳлӗмрен ама-турӑ статуйине, халь ӗнтӗ наоспа витменскере, йӑтса тухнӑ. Ҫавӑн чух мӗнле кӳреннине Андрей ӗмӗрне те манас ҫук! Койотсем ӑна хӑйсен шӑлӗсемпе ҫырта-ҫырта ҫурнӑ. «Мӗншӗн?» — «Юрамасть: ман кӑмӑлӗ ҫавӑн пӗк: хыврӑм тӑк, сутса ӗҫсе яратӑп». — Теори енчен дуэль юрӑхсӑр япала; ну, практика енчен илсен вара — урӑх ӗҫ. — Пӑшал сасси-и? Ҫакна ӑнланас пулать те тӳсме вӗренес пулать, чунӑм. Ӑшша пиҫрӗн-и тем? — ыйтрӗ мучи. Серафим вылянине ӑнланса, вӑл:«Шельма старик, ӑста! Мӗншӗн кисрентерсе ҫӳретес ӑна, унтан та ытларах, мӗншӗн ӑна полкран ҫӗнтерӳ умӗн илсе каяс?.. Кӗтмен-туман ҫӗртен вӗсем е маччаран персе анаҫҫӗ, е пӗр-пӗр кӗтесрен шуса тухаҫҫӗ, час-часах умри тирӗк ҫине ӳкеҫҫӗ е ӗнсе хыҫне кӗрсе каяҫҫӗ. Куратӑп, хӗрсе кайнипе эпӗ калама юраманнине те персе ятӑм, сӑмахӑма мӗнле тӳрлетмелле халь — пӗлместӗп. — Ну, кала, кала! Софья Павловнӑн куҫӗсем хӗсӗнсе илнӗ, пичӗсем пӑртак ҫеҫ хӗрелсе кайнӑ, вара вӑл — шӑпах кӗмӗл шӑнкӑрав янӑраса кайнӑ майлӑн — кулса янӑ. Ку меслет питӗ ансат пулсан та, пирӗн пуҫа пырса та кӗрес ҫук! Нивушлӗ вӑл Тома курмасть? Вӗсенчен пӗри, резинӑллӑ япаларан ҫӗленӗ ҫӗнӗ пальто тӑхӑннӑскер, нимӗнпе те палӑрса тӑман яп-яка хырса тасатнӑ ҫаврака питлӗ, плаща та кӗрнеклӗ ҫын, йӑл кулса, сӗтел патне пычӗ, Разметнова чул пек хытӑ аллине тӑсса пачӗ. Ӑна ӑнсӑртран Одинцов тенӗскер, хӗрӗх ултӑ ҫула ҫитнӗ питӗ пуян ҫын, тӗлӗнтермӗш этем, хӑйне яланах чирлӗ тесе нӑйкӑшакан самӑр, йывӑр кӑмӑллӑ та йӳҫенчӗк, тӑнсӑр та мар, усал та мар ҫын тӗл пулнӑ, юратса кайнӑ та ӑна хӑй аллине сӗннӗ. Мӗнле калаҫать вӑл? Судья ӗнтӗ вӗсен ирӗкне хирӗҫ кайма хӑяймасть, Кассий Кольхауна суда чӗнтереҫҫӗ. Ҫырма леш енчи ҫӳҫесем те лайӑх палӑракан пулчӗҫ. Сан ачашлӑху ӳсӗртет мана. Халӗ ӗнтӗ, ҫын ӳкерӗр, — терӗ. Виҫҫӗмӗшӗ вара пачах ҫамрӑкскер, ун ҫийӗнче ял ҫыннин ҫӗнӗ тумӗ, сӑн-пичӗ шуранка та шиклӗрех; вӑл хӑракаласа пускалать, хыҫалта тем итленӗ пек вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн чарӑнкалать те юлташӗсене утма кансӗрлет. Мӗн туйрӗ-ши вӑл, Иван Павлыч! Анчах Талькав мӗн чул ӗнентерсе пырсан та, ҫулҫӳревҫӗсемшӗн кунти вырӑнсенче никам та пурӑнман пек, тӗрӗсрех, вӗсене ҫынсем пӑрахса кайнӑ пек туйӑнать. Хӗрсем юрласа пӗтерчӗҫ, каччӑсене те ҫак савӑш юрри пит килӗшрӗ пулмалла, вӗсенчен кашни хӑйӗн кун-ҫулне ҫак юрӑпа ҫыхӑнтарать, ҫавӑнпа ку юрра мухтать те. Эпӗ пӗтӗмӗшпех пӗлетӗп… туршӑн та! Урамран шав илтӗнсен, вӑл, кӑртах сиксе, кӗнекене ывӑҫ тупанӗпе хупларӗ, тинкерсе итлерӗ… — Якку ӑҫта? — ыйтнӑ ача. Анчах Алексей ӑна хӑй те чӑнахах асӑрхамасӑр иртсе кайсан, хӗр кӳреннипе макӑрас патне ҫитсе, ӑна ятпа чӗнсе илчӗ. Вӑл хӑй ҫав хӗрарӑмпа паллашни ҫинчен темшӗн арӑмне те каламарӗ, ӑна Алексейрен те пытарчӗ: ҫавна пула ӑна хӑйнех темиҫе эрнерен питӗ хытӑ вӑтанма тиврӗ. Вӑл вартах ҫаврӑнчӗ те Лушкӑна та каялла ҫавӑтса кайрӗ, анчах Вершинин вӗсене хуса ҫитрӗ, тархасласа ыйтрӗ: — Давыдов юлташ, сирӗн табак ҫук-ши, пӗр пируслӑх та пулин? Шалт аптӑрарӑм, вилес пек туртас килет! Фома аллине сулнӑ та — шӑпланса ларнӑ. Зеб хӑй маневрне лайӑх шутласа тунӑ: чӑнкӑ сукмакпа утса хӑпарнӑ чух вӑл часах юланута тӗл пулнӑ. Кораблев сывлӑх сунчӗ, Вышимирский ӑна хирӗҫ ырӑ кӑмӑллӑ та ҫӑмӑллӑн аллине тӑсрӗ. Халь вӑл училище — университет мар. Пурнӑҫӗ вара килте малаллах шӑвать. Анчах эпӗ ӑна хирӗҫлемерӗм, хирӗҫленӗ пулсан, эпӗ хамӑрӑн ырӑ ятӑма вараланӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен манӑн ӑна тавлашуллӑ ыйтӑва ҫапла татса пани хамӑр ҫӗршыври суд ӗҫӗсенчен нумай тӗрӗсрех пулни ҫинчен каласа памалла пулатчӗ. Анчах эп ӳсӗр марччӗ, мӗн ӗҫессе те аслӑ летчик сывлӑхӗшӗн пӗр стакан хӗрлӗ эрех кӑна сыпнӑччӗ… Виҫӗ хутчен хам аллӑмсемпе тытса туппа сирӗн ҫине тӗллерӗм. — Ҫынсене ӑсататӑп та ак, кӗретӗп. — Паллах, кунталла. — Санпа эпир кайран калаҫӑпӑр, факт! Хӑй плансене аллипе шаккать. — Курпун, аллисемпе сулкаласа, Карачӑм патне ишсе пычӗ те туратсенчен ярса тытрӗ. Чӗлӗмпе табак пачкине тата шӑрпӑка эпӗ ҫӗлӗк ӑшне хунӑччӗ, вӗсем йӗпенмен, ҫапла пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулчӗ. — Хе-хе! — кулса ячӗ Долинник. Вӑл математикӑна лайӑх пӗлетчӗ, уҫӑмлӑн калаҫатчӗ, ҫавӑнпа ыйтӑва питӗ лайӑх ӑнлантарчӗ те, ӑна халичченех астуса тӑратӑп. — Хамӑрпа пӗрле Патагонине илсе кайма ҫук ӗнтӗ ӑна? Каларӑн та! Ҫынсем калаҫнине тата ҫуна тупанӗсем чӗриклетнине илтсен юланутҫӑ каллех лашине чарчӗ. Полли мӑнаккӑшӗ куҫлӑхне сӑмси ҫинелле антарса лартрӗ, куҫлӑх ҫийӗпе пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхса илчӗ; унтан куҫлӑхне ҫамки ҫинелле хӑпартса куҫлӑх айӗпе пӑхрӗ… Сӑх-сӑхсам! — хӑраса ӳкрӗ Аким, ҫав вӑхӑтрах нимӗн курӑнми ҫӗрлехи тӗттӗмре куҫӗсене мӑч-мӑч-мӑч тутарса, тӑкӑрлӑк варринче тӑпах чарӑнса тӑчӗ. — Епле! мӗншӗн? — тесе хучӗ Савельич ӑнран кайнипе. Кунта юрлаҫҫӗ. Эсир мӗн тума хушатӑр? Тӗлӗкри пек курӑнакан мӗлке ҫухалмарӗ. Анчах Марья Николаевна хӗрхенме пӗлмен — ҫӳҫне хыҫалалла пуҫтарса ҫыхнӑ секретарь тухса кайрӗ. Шухӑшсӑр ҫын вӑл — хуҫасӑр йытӑпа пӗрех. Христиансем тесе шутланаҫҫӗ хӑйсем. Анчах, хӑйпе юнашар ҫын пынине пӑхмасӑрах, вӑл хӑйне пӗчченӗн, ҫак тӗттӗмлӗхре ҫухалса кайнӑн туйӑннӑ. Ҫывӑрма выртас умӗн ҫеҫен хире каятпӑр та пӗр-пӗрне критиклеме тытӑнатпӑр, ҫапах та пӗрне-пӗри партие юрӑхлӑ тесе шутларӑмӑр, анчах эсир хӑвӑр хушӑра мӗнле йышӑнатӑр, ҫавӑн пек пулӗ. Геркулес, хатӗр пул! Куҫа, манӑн ҫак сулахай куҫа, вӑл тӗпчевре ҫапса сиктерсе кӑларчӗ. Пӑрахут тинӗсе тухсан вара тупсан та юрать, пурпӗрех тинӗсе кӑларса пӑрахмаҫҫӗ, пӑрахсан та нимех те пулас ҫук. Сывӑ пулӑр… Юн тумламӗсем папирусӑн темиҫе тунине вараларӗҫ, ҫыран хӗрринчи вак чулсем ҫине юнлӑ йӗр выртса юлчӗ. Любишкин хӑй бригадипе халӗ те хиртех-ха. Ҫав хӑрушлӑх Челкашран хӑранинчен те ытларах пулчӗ; вӑл Гаврилӑна кӑкӑрӗнчен такам ҫирӗп ытампа ыталанӑ пек ыталаса илчӗ, ӑна чӑмӑртаса, вӑйсӑр муклашка туса хучӗ те кимӗ ларкӑчӗ ҫумне сӑнчӑрласа лартнӑ пекех лартрӗ. Вӑл турра хыта ӗненнӗ, туйӑмлӑ чӗреллӗ пулнӑ, тӗрлӗрен паллӑсене, юмӑҫ янисене, вӗрни-сурнисене, тӗлӗксене ӗненнӗ; турӑ ячӗпе ухмаха пенӗ ҫынсене, хӗртсуртсене, арҫурисене, инкеке пӗлтерекен паллӑсене, тухатланисене, халӑх имҫамӗсене, аслӑ кӗҫнерникун хатӗрленӗ тӑвар сиплӗхне, тӗнче часах пӗтессине ӗненнӗ; мӑнкунӑн каҫхи кӗллинче ҫуртасем сӳнмесен, хуратул лайӑх пулассине, этем куҫӗ курсан, кӑмпа ӳсме чарӑннине ӗненнӗ; шуйттан — шыв-шурлӑ ҫӗре юратнине, кашни еврейӑн кӑкӑрӗ ҫинче юлнӑ лапкӑм пуррине ӗненнӗ; шӑшисенчен, ҫӗленсенчен, шапасенчен, ҫерҫисенчен, сӗлӗхсенчен, аслатирен, сивӗ шывран, витӗр ҫилтен, лашасенчен, качака такисенчен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсенчен, хура кушаксенчен хӑранӑ; шӑрчӑксемпе йытӑсене таса мар чӗрчунсем тесе шутланӑ; пӑру, кӑвакарчӑн какайӗ, рак, чӑкӑт, спарж, ҫӗр груши, мулкач какайӗ тата арбуз та ҫимен, мӗншӗн тесен каснӑ арбуз пуҫӗ ӑна Иоанн Предтечӑн пуҫне аса илтернӗ; устрицӑсем ҫинчен чӗтремесӗр калаҫайман, тутлӑ ҫиме юратнӑ, типӗ тытнӑ; талӑкра вунӑ сехет ҫывӑрнӑ, Василий Ивановичӑн пуҫӗ ыратсан, ҫывӑрма та пачах выртман; Эсир хурахла хӑтланатӑр… — Вӑл питӗ ырӑ кӑмӑллӑ чипер хӗрарӑмччӗ, — хашлатса сывларӗ доктор. Паллах, доклад вӑхӑтӗнче ҫывӑрса кайни килӗшӳллӗ пулман ӗнтӗ. Унӑн суранӗсем хӑрушӑ мар-и? Вӑл туйине шаклаттарса пырса кӗчӗ, турӑш умӗнче чарӑнса, чылайччен мӑкӑртатса сӑхсӑхса тӑчӗ. Ах, турӑ, мӗн чухлӗ асап курман эпӗ ку ачапа, — терӗ вӑл тарӑхса. Пустав тыттарнӑ кӗрӗклӗ господасене кунта вӑл питӗ нумай курчӗ, ҫӗлӗкне хывса хӑшне пуҫ таймаллине те пӗлмерӗ. Нимрен хӑраман авантюристсем шулерсем пулса тӑчӗҫ. — Ҫапла, ҫапла, тусӑм. Пирӗн зарядсем пӗтсе ҫитсен, ҫӗҫӗсемпе ҫапӑҫма пуҫлатпӑр. Вунпӗр сехет ҫитрӗ, ҫапах никамӑн та ыйхӑ шухӑшӗ ҫук. Симон Петлюрӑн кӗлеткинче нимӗн ҫар ҫыннилӗхӗ: те ҫук. Юнлӑ варвиттирен те этем нимле майпа сыватма пултарайман хура ӳслӗкрен пулӑшать тата вӑл. — Дмитрий, — калаҫма пуҫларӗ вӑл каллех, — эсӗ пӗлместӗн вӗт: эпӗ сана ҫавӑнта куртӑм, хӑрушӑ вырӑн ҫинче… эпӗ сана вилӗм аллинче, тӑнсӑр чухне куртӑм… Куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫлӑ, тӗлӗнмелле салху сарӑлакан пит-куҫсем те пулман-им? Эпӗ паян Хура тинӗс ҫинчи хам паллакан уряднике тӗл пултӑм, пӗлтӗр вӑл пирӗн отрядраччӗ. Вӑл площадь варрине чарӑнса тӑчӗ, хӑйне кам та пулин курмасть-и-ха тесе, ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пуҫне ярса тытса, чӑтма ҫук хӑранипе калаҫса тата шухӑшласа илчӗ: «Турӑҫӑм! ниушлӗ хӑравҫӑ эпӗ, киревсӗр, ирсӗр, ним тӗшне тӑман хӑравҫӑ? — Кӗленчене океана пӑрахас тесен, океан ҫыранӗнче пулмалла вӗт. Мӗншӗн ҫакӑн пек хытӑ асаплантаратӑн эсӗ мана! — Тӗрӗссипе, ман ыран тин каймалла, анчах пирӗн пӗр офицер чирлерӗ, — пӗрре пуҫланӑ сӑмахне малалла тӑсрӗ Михайлов, — ҫапла вара… Пухӑннӑ ҫынсем вара нумай вӑхӑт хушши ҫав чӗрӗ куҫсене чӑнах куртӑмӑр-ши е ку ӗмӗт кӑна пулчӗ-ши, авалхи картинӑсене тахҫантанпа пӑхса ҫӳренӗрен куҫа кӑна ҫапла курӑнчӗ-ши тесе ним пӗлмесӗр аптраса тӑчӗҫ. — Шуйттан… Княжна хӑй патне ҫӳле кайнӑ; вӑл кирек хӑҫан та хӑнасене, хӑй каланӑ пек, «ҫарамас ҫӗнӗ хӑнасене», чӑтма пултарайман. Дик Сэнд кашнине итлесе пӑхрӗ. Мӗскӗнсем пурте сывланӑ пек туйӑнчӗҫ ӑна. Козаксем хӑйсен лашисем ҫинчен анчӗҫ те паром ҫине кӗчӗҫ, вара виҫӗ сехет ларса пынӑ хыҫҫӑн Хортица утравӗн ҫыранӗ xӗррине ҫитсе тухрӗҫ. Арҫынсем ҫак вӑхӑтра табак е гашиш туртнӑ, слон, буйвол тытма сунара ҫӳренӗ, чура тытма чура сутуҫисем патне тара кӗрӗшнӗ. Вӑл пӗр ҫӳллӗ, вӑйлӑ та патвар ҫынпа датчанла калаҫать. Амӑшӗ пӑлханнипе сывлӑш ҫавӑрайми пулчӗ, вӑл темле пысӑк ӗҫ капланса килнине туйрӗ. Ҫак сӗм авалхи пекрех чурӑс та хулӑн тирлӗ ҫын этем чун-хавалӗнчи чи палӑри-палӑрми сисӗм-туйӑма час тӗшмӗртет те, хута кӗрес пулсан та, вӑхӑтра ӑс ҫитерет, вӑл ҫаплах тесе кам шухӑшлама пултарнӑ… Ҫынсем ырланӑ пек туса шикленнӗ пек саланса карӗҫ; тӗттӗмрех ҫенӗхре эпӗ кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмӑн ҫаврака шурӑ пичӗ ҫинче шывланнӑ куҫӗсем ҫилленчӗклӗн йӑлтӑртатса тӑнине куртӑм. — Нимӗн те ҫук унта, пӗр листа та! — терӗ те вӑл, майӗпе хавасланса, хӑй Чумаковпа тӗл пулни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Лешель кунта килсе тухнине ӗненмелле мар, Говэн — пултараймасть. Енчен эпӗ сана йӑлӑхтарса ҫитертӗм пулсан, — кан, пӗр уйӑхлӑха яр мана, эпӗ. — Манпа мар, — терӗ Беловзоров. — Хуть те мӗн тӑвӑр. — Эх, тӑванӑм, пӗтетӗн эсӗ… Пӗтӗмпех каласа панӑ пултӑр, е эпӗ сана хулӑпа вӗтелӗп те ак, куҫ-пуҫӑнтан вут тухса кайӗ. Анчах хулана ҫӗнӗ тӑшман шиклентерет, ҫӗнӗ тӑшман — чугун ҫулсем ӗҫлейми пулни, унӑн хыҫӗнчен выҫлӑх тата сивӗ ҫитсе килни. Монастырь хыҫӗнче — ҫаран, ҫил вӗрнипе вӑл тинӗс пекех хӑйӗн тӗсне улӑштарать, пӗрре ем-ешӗл, тепре сарӑ сӑнлӑ пулать. Анчах та ун чухне эпир Петькӑпа ҫутҫанталӑк илемӗ пирки сахал шухӑшларӑмӑр. Эпир ту ҫинче ӳпне выртса темле йӳҫӗ тымарсем ҫирӗмӗр, Петька ҫав тымарсене тутлӑ тет. Сӑмах йӗкехӳресенчен пуҫланчӗ: ҫав ҫӗр хӑвӑлӗнче йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ, имӗш. — Вӑт ку тухтӑр! Ҫавӑн пек тума пултаратпӑр-и эпир? Кӗнеке ӑшӗнчен сасартӑк пӗр хуралса пӗтнӗ пергамент татӑкӗ урайне тухса ӳкрӗ. Сана Давыдов пӗтӗмпех таптаса пӗтерчӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫумӑр вӑхӑчӗ — кунта каланӑ пек «мазика» — апрельтех пӗтнӗччӗ, июнӗн 19-мӗшӗнче ҫӗнӗрен ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. — Иван Иваныч. Миргород поветӗнчи Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров дворянин». Кашни ҫыннӑн хӑй вилнӗ чухне сӳнекен харпӑр хӑй ҫӑлтӑрӗ пур тенине те ӗненнӗ ун чух ҫынсем. Ҫакна кам тунӑ-ши, тесе чухласа илме тӑрӑшнӑ Морис. Шуйттан астарнӑ-и тен пӗрине, тытать те асаттен аппӑшне хыҫалтан эрехпе чашлаттарать; тепри те маххӑ параканниех пулман иккен, ҫав самантрах ҫулупа ҫапса вут тивертет те хайхи эрехпе йӗпеннӗ кӗпене тивертет ярать… ҫулӑм хыпса илет, асаттен мӗскӗн аппӑшӗ вара, хӑраса ӳкнӗскер, пӗтӗм туй халӑхӗ умӗнчех кӗпине хывма тытӑнать… Хытӑ хӑрарӗҫ пирӗнтен нимӗҫсем! Суккӑр пулассинчен хӑрушши ним те ҫук; вӑл калама ҫук пысӑк хӗн-хур, вӑл ҫынтан ҫутҫанталӑкӑн тӑххӑр вуннӑмӗш пайне туртса илет. Тин-тин, тин-тин-тин! Пӳрчӗсене шӑлнӑ тӑм ҫумӑр шывӗпе катӑла-катӑла аннӑ, ӗлӗк шурӑ пулнӑ стенасем вара ула-чӑлаланса юлнӑ; пӳрт тӑррисене кӑнтӑр енчи ытти хуласенчи пекех хӑмӑшпа витнӗ; хула илемлӗрех пултӑр тесе сад пахчисене городничий тахҫанах касса пӑрахтарнӑ. Анчах кун ҫинчен эпир калаҫӑпӑр-ха, халӗ ӗнтӗ эпӗ сире Римран килнӗ хыпарсем каласа парас тетӗп. Ой, ҫук! Виҫӗ кун Том судья сывлӑхӗ пирки интересленсе тӑчӗ, чунтан пӑлханса ыйта-ыйта пӗлчӗ вӑл хӑйне мӗнле туйни пирки. Каҫпаларах тӳрем ҫӗр сӑн-сӑпачӗ чӗрӗлчӗ; акацисем тӗл пула пуҫларӗҫ, темиҫе ушкӑн шурӑ камед йывӑҫҫисем тата Европӑран илсе килнӗ хӑш-пӗр йывӑҫсен: ҫу йывӑҫҫисем, лимонсем тата ем-ешӗл юманлӑхсем тӗл пулма пуҫларӗҫ. Халӗ манӑн сирӗн начар табакӑра мар, рапе табака та курас килмест». Апла пулсан, атя, шӑпа ярар… Вара эпӗ унтан ыйтрӑм: — А эсӗ манӑн хуҫана икона ҫинчен каларӑн-и? — терӗм. — Ҫапла. Шӑп… Авӑс шӑрши, ӑшӑ ҫӗрӗк япалапа тӑпра шӑрши сӑмсана перет, куҫра йӑлтӑр-йӑлтӑр сиккелесе выляҫҫӗ асамат кӗперрин татӑкӗсем. Шывӗ шурлӑхри тутӑх тутиллӗччӗ. Часах Зеб Стумп лайӑх палӑракан йӗрсем курнӑ, анчах ку пачах урӑхла йӗрсем пулнӑ. — Халӗ ӗнтӗ пирӗн ҫине хулари мӗнпур йӗксӗксем тӑрӑхласа пӑхӗҫ. Макар кӑштах лӑпланчӗ те калать мана: «Эсӗ правление кай, — тет, — эпӗ ансатрах мелсемпе сипленем-ха, сӑмсана ҫупа сӑтӑратӑп та халех пыратӑп. Тепӗр вунӑ ҫултан, 1848 ҫулта, Франци республики хӑйӗн колонийӗсенчи икҫӗр утмӑл пин негра ирӗке кӑларнӑ. Куҫне хӗссе вӑл сахӑр пек тутлӑн кулатчӗ. Унтан, вӑтаннӑ пек пулса сухал ӑшнелле кулса илчӗ те, ҫапла каласа кӑтартрӗ: — Пӗринче тата эпӗ чутах пӗр улпут майрипе алхасса илеттӗм, — вӑл улпут майри хуларан дачӑна килнӗччӗ. — Эпир асӑрханӑ ҫӗр Лӑпкӑ океанри ак ҫак пӑнчӑ ҫеҫ пулма пултарать. Ҫакнашкал вӑхӑт пӗр-икӗ минута пынӑ. Мӗн те пулин тума пултараттӑм эпӗ, мана мухтатчӗҫ, мантан тӗлӗнетчӗҫ, анчах эпӗ хусканма пултарнӑ пек пулнӑ кичемлӗх каллех ҫӑралса та тӗрекленсе ҫынсене пусса пыратчӗ. Хула тахҫанхи ҫӑвари пек пуш-пушӑ та шӑпахчӗ. Пуҫа ак мӗнле шухӑш пырса кӗрет: нивушлӗ ҫак икӗ чунпа вӗсене ӗмӗрех хӗрхентересшӗн кӑна ҫыхӑнтарнӑ-ши вара мана турӑ?.. Тихон хуҫана Серафим панӑ кучченеҫе — «Тенериф» эрехе ларса ӗҫме чӗнчӗ, старик ҫав самантрах сӑмах вылятма тапратрӗ: — Эсӗ, Петр Ильич, пире хаклама пӗлетӗн, эпир — сана хаклама пӗлетпӗр. Ҫакӑ вара ӑна килӗнче ҫӗр ирттернине, Марийкӑна, мӗнпур тӑванӗсене аса илтерчӗ. Нумайӑшне аса илчӗ вӑл. Ҫав ҫил кашласа ҫулҫӑ тӑкӑннӑ кунран вара мӗн-мӗн аса кӗрсе юлнине пӗтӗмӗшпех астуса илчӗ. Сасартӑк пачӑшкӑ мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӑшкӑрса каларӗ:— Турӑ пире ырлӑх кӑтартнӑшӑн, ачасене чӗртсе тӑратнӑшӑн, пуриншӗн те ӑна мухтав! Пӗтӗм чӗререн ӑна мухтав юрри юрлар! — терӗ. — Пӗлместӗп те, тен эп йӑнӑш каларӑм пуль. — Мӑйне татса илсен те ҫитмелле, — терӗ Джон. Тӗлӗннипе аптрасах ӳкрӗм эпӗ. Ҫав самантра Николай Антоныч алӑк патнелле пычӗ те, мана асӑрхасан, ҫутӑ ҫутрӗ. «Эсӗ паллаймарӑн пулас мана, Прохоров, — тенӗ шӑмӑ. Карчӑкӗ шутлать: пароход вӑл шыв ҫийӗпе ишсе каймасть, ураписемпе шыв тӗпне тӗкӗнсе, урала ҫӗр ҫийӗпе кайнӑ пек каять, тет. Каярах ҫынсем шывпа хӑйӑр сехечӗсем шухӑшласа кӑларнӑ. Манӑн ӑна хӑтармалла… Мӗншӗн Соня… вӑл чун савмалла; анчах мӗншӗн-ха вӑл ҫав вӑхӑтра йӑл кулса тӑчӗ? Анчах халӑх часах калама ҫук хавасланса каять: тӗттӗмленнӗ хыҫҫӑн темиҫе минутранах Хӗвелӗн аякки йӑлтӑртатса курӑнса каять. Вӑл лӑпланнӑ, пит-куҫӗ ҫеҫ пӑлханчӑк; кутӑнланса каялла туртӑнмасть, — пачах урӑхла, хӑйне хӑй тӗртсе пынӑ пек туйӑнать. Тӗрӗссипе, кулнӑ чухне вӑл яланах кӑшт кӑвакаратчӗ. — Апла каламарӑм эпӗ… Сывӑ пул, сывӑ пул!.. Ӑсатса янӑ чух, вӑл Яковӑн сухалне шӑлса якатнӑ май каларӗ: — Ах, Яша, Яша! — Эсир ҫак меслетпе усӑ курса пӑхӑр, ан хӑрӑр, — тет Сталин, — эпӗ хам ӑна тӗрӗслерӗм, улталамасть. — Стачка? Хитре те пуян хӗр тавра кунта та каччӑсем ҫаврӑна пуҫланӑ, анчах Маша никама та пӗчӗк шанчӑк та пулин паман. — Ну мӗскер ыйткалаканӗ унта! Катя пуҫӗпе сулчӗ. — Пустуй ыйту! Паллашрӑм эпӗ ҫав хӗрарӑмпа… укҫа унӑн пӗр пус та ҫук, ну, вӑл ӗнтӗ, пӗлетӗн… пӗр хӗрарӑм евчӗ паллаштарчӗ мана унпала. Ҫакна пула кӑштах йӑнӑшрӗ те. Пурте пирӗн! Май килмерӗ. Пире ун чухне доброволецсемпе союзниксем сутрӗҫ, пӑрахса хӑварчӗҫ. Пӗррехинче вӑл пысӑк кӑткӑ тӗми тӗл пулчӗ. Вӑрманта вӑл ҫумӑр ҫуса якатнӑ пӗчӗк утӑ капанӗ пек курӑнса ларать. — Ну, ҫук! Шуйттансем! — Сан туюччен-и? — йӗкӗлтесе илчӗ Устин. Эпӗ пӗлмен… — Кӑшт тӑхтӑр, герцог! Манӑн пӗр ыйту ҫине тӳрӗ чунпа, ырӑ кӑмӑлпа хуравлӑр: енчен укҫана унта эсир пытарман пулсан, ҫаплах калӑр. Вара эпӗ сире ӗненетӗп те хамӑн пӗтӗм сӑмаха каялла илетӗп. — Атте ылтӑн ҫынах манӑн. — Эпӗ ӑна пӑртак ҫеҫ хытӑрах хускатса ярасшӑн, Джо! Ҫак ирхине отделенире тата тепӗр ҫын чылайччен ҫывӑрма выртмарӗ. Ку — Олейник сержант. — Эпӗ айӑплӑ, — пӗлтерчӗ вӑл. Пирӗн патӑмӑра никам та ҫӳреместчӗ, пирӗнпе никам та капла юлташ пек калаҫманччӗ… Икӗ сехете яхӑнах лартӑм пулас эпӗ ҫав йывӑҫ ҫинче, анчах нимӗн те курмарӑм, нимӗн те илтмерӗм — темӗн те пӗр илтӗннӗ пек, темӗн те пӗр курӑннӑ пек ҫеҫ туйӑнать иккен мана. Анчах, никама палӑртмасӑр, калаҫӑва ҫав тери тимлӗн итлесе ларчӗ, унтан, паллах, хӑйне кирлӗ шухӑш тытрӗ. Колоннӑн вӑтаҫӗрри ҫӑлпа танлашрӗ ӗнтӗ, анчах лешӗ, ҫӗре ӳкни, ҫаплах тӑраймасть-ха. Анчах мӗн-ши вӑл? Тепӗр кунне пӗтӗм хула суд ҫурчӗ патне пуҫтарӑнса тӑчӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун ӗҫе татмалли кун пулчӗ. Каҫсенче, праҫниксенче вӑл кӑвак кӗпе, плис шӑлаварӗ тата ҫап-ҫутӑ ҫутатса лартнӑ атӑ тӑхӑнса, хапха патне тухать, ҫурӑмӗ хыҫнелле чӗнпе пысӑк хуткупӑсне ҫакса ярать, салтак «караула» тӑнӑ пек, тухса тӑрать вара. Мирлӗ вӑхӑтра лётчиксем кунта арӑмӗсемпе, тепӗр чух ҫемйисемпех пурӑннӑ. Мӗншӗн-ха апла? Япаласем пурте ҫав хӗрарӑм ҫине ман пекех парӑнса та именсе пӑхатчӗҫ. Вӑйҫӑсем сасартӑк Австри гимнне калама чарӑнчӗҫ, чаршав чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Мӗншӗн Баннике хӗнесе тӑкрӑн-ха? — Хм, хм! — текелерӗ Володя кайма килӗшнӗн. Ҫак ӗшнене унӑн географилле вырӑнне пула мар, историлле йӑлишӗн ҫеҫ ҫапла, калама май пур. Ҫӗр тӳперен аннӑ катмар япалапа ҫапӑннӑ е пирӗн Уйӑхран пӗчӗкрех тепӗр спутник пулнӑ. Акӑ, ҫав самантрах, каҫхи хуралҫӑн шанкӑрми янӑраса кайнӑ, ача вара — хайхи шыв ҫийӗ чӗтренсе илнине, ун тӑрӑх, ӑна чӑпарлатса, ҫаврашка ҫутӑ пӑнчӑсем чупса кайнине кура пуҫланӑ… Пичӗ тӳрех Кольхаун ҫине пӑхнӑ, юнпа вараланса пӗтнӗ, пӗрӗнсе кайнӑ, шуранка вилӗ ҫын пичӗ! Вӑл чӑтса тӑрайман енне, Айртона пӳлме тытӑнсан, Элен ӑна Мэрин телейлӗ пичӗсем ҫине кӑтартса тытса чарать. — Ӑҫта кайрӑн эсӗ, аташнӑскер? Хӑш чухне мана ҫав лӑпкӑ ҫынсем пурӑнӑҫӑн чул чӗрине пуснӑ мӑк пек туйӑнатчӗҫ, вӑл ӑна ҫемҫетсе кӑпӑшкарах тата япала ӳсмеллерех май туса парать; анчах пуринчен ытла лӑпкисем нумаййине, вӗсем ирсӗрлӗх енне ҫӑмӑллӑнах ҫавӑрӑнма пултарнине, вӗсен чунӗсем авкаланса курӑнмалла мар улшӑнма пултарнине тата вӗсем вӑрӑмтуна пек нӑйкӑшнине сӑнасан — эпӗ хама хам пӑван кӗтӗвӗ ӑшне лекнӗ тӑлланӑ лаша пекех туяттӑм. Пирӗн ҫулҫӳревҫӗсене ҫавӑн чухлӗ йывӑр нушасем кӑтартнӑ ҫанталӑк вӑйӗсем халӗ, ҫав ҫынсенех ырӑ тӑвас тесе, мӗнпур вӑйӗсене пӗр ҫӗре чӑмӑртанӑ темелле. Анчах кам-ши вӑл? Нумайччен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Мартини, аллисене кӗсйине чиксе тата шӑхӑркаласа, каллӗ-маллӗ утса ҫӳреме пуҫларӗ, хытӑ хумханнӑ чухне вӑл яланах ҫавӑн пек пулнӑ. Палланӑ-пӗлнӗ япаласемпе лартса тултарнӑ пӗчӗк пӳлӗм. Кукушкин — илемсӗр, ҫиллес сӑнлӑ ҫын. Хӑйне чӑркӑш тыткаланӑран эскадрильӑра ӑна никам та кӑмӑлламастчӗ. Антип Грач ун ҫине сасӑсӑр кулса пӑхса тӑрса юлчӗ. Симурден аллисене хӗреслетсе тытрӗ те калама пуҫларӗ: — Айӑпланакан, тимлӗн итлӗр. Хамӑрӑннисем час влаҫа ларӗҫ-ши? — куҫран пӑхса ыйтрӗ пӗринче Островновран ватӑ амӑшӗ. Мана мӗнле чӗнмелле-и? Акӑ мӗн пулса тухрӗ-вӗт. Каллех питех те ҫилӗллӗ вут-ҫулӑм пӗтӗм таврари вӑрмана ҫутатса ячӗ, секундрах шутсӑр хытӑ сасӑ шатӑртаттарса кӗрлерӗ, ачасен пуҫӗсем тӗлӗнчех йывӑҫ тӑррисем ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ тесен те суя пулме. Анчах вӑй-халӑм ҫук, Степан. — Лайӑх ӗҫлетӗр, факт! — сиввӗн каларӗ Давыдов. Малтанхи вӑхӑтра эпӗ, «виле арчийӗ» — вӑл ҫӳлти хутра, капитан пӳлӗмӗнче ларакан арчах пулӗ, тесе шутлаттӑм. Хӑрушӑ тӗлӗксенче тӑтӑшах ман умма ҫак арча хӑрах ураллӑ морякпа пӗрле курӑнатчӗ. Хӗлсерен эпир ханкӑрсенче шӑнатпӑр. Йӗпе ҫил-тӑман вӗҫтерет. Кашни кунах вӑл ҫав пусма ҫине тухса ларать те халь ун умӗнче хут та, кӑранташ та ҫук. Алексей малтанхи пекех шухӑша кайнӑн, нимӗн ҫине тинкерсе пӑхман пек пулса ларнӑ. Любовь пичӗ ҫине именӳ сӑрри уҫҫӑнах персе тухнӑ, вара вӑл, каҫару ыйтнӑ пекех:— А! — Эпӗ хама улталамастӑп; эпӗ ӑна пӗлетӗп. Ну, халь ун ҫинчен калаҫма кирлӗ мар-ха. Пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пур. Сирӗн валли те сехет ҫитӗ, мистер Кассий Кольхаун, хӑвӑр шухӑшланинчен маларах та килсе ҫитӗ, тен. Паганель хӑйӗн тусӗсене ҫав судно ҫине ларса Окленда кайсан авантарах пулӗ терӗ. — Юрӗ! — Мӗскер иккенне халь аванах куртӑм. Эпӗ «Правдӑна» пырса кӗтӗм те хальхинче хам журналиста икӗ сехет хушши кӗтмелле пулчӗ. Сире эпир лайӑх пӗлетпӗр. Эпир сире никама пӑхӑнмалла мар пысӑк полномочи паратпӑр. Эп манса кайнӑ. — Сире курни, мисс Луиза, маншӑн чи пысӑк парне пулать. Унӑн ҫамрӑклӑхӗ тахҫанах иртнӗ. Зеб Стумп умне ӗҫсем темле тӗлӗнмелле ҫыхӑнса пыни е, тӗрӗсрех каласан, событисем темле пӗрле купаланса ларни тухса тӑнӑ. Темле пӗлмелле мар, ӑнланмалла мар япаласем… Вӑл халь те аҫа-ҫиҫӗм евӗр тулашать, манпа кӑштах ҫапӑҫса каймарӗ, хӑй ылханассипе хӑратса кӑшкӑрашать; анчах вӑй унра мар. Ҫапла майпа вӑл ҫичӗ вӑтам хресчене колхоза «кӗртнӗ». Эпӗ авланас терӗм. Ыттисем ҫине тӗллесе кӑтартма ӑста эсир, анчах хӑвӑр мӗнле? Унӑн тавра, пысӑк автан пек, хӗрлӗрех ҫӳҫ-пуҫлӑ медик явӑнкаласа ҫӳретчӗ, вӑл унпа вӑрттӑн пӑшӑлтатса калаҫатчӗ те, куҫхаршисене пӗр ҫӗрелле пухса ӗнентерӳллӗрех ҫын пек пулма тӑрӑшатчӗ. Программӑпа килӗшетӗп-и? Мана тӗртсе яма тӑрӑшса, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрчӗ: — Ман ҫӗлӗк ӑҫта, мур ҫитӗр сире! Хӑтана янӑччӗ. Нивушлӗ вӑл ҫав ҫурт-йӗре кӗлпе вӗҫтерсе яма пултарать? Самолетӑн ҫунаттисем е хӳри сиенленсен тикӗс вӗҫме мӗнле йывӑр, унӑн та хусканусене татӑк урасемпе тӗрӗс туса пыма ҫав тери йывӑр пулчӗ. — Эпӗ нимӗн те ӑнлантарса парасшӑн мар, — терӗ Паганель. Эпӗ ӑна ҫапла ӑнланатӑп: вӑл кунта хӑйшӗн ӗҫлеменнине ҫирӗппӗн пӗлнӗ. — Ҫитменнине тата, эсӗ шутла-ха, ҫавӑн пек ҫапнӑранах-и, тен, Поттер йӑлтах пуҫтарӑнса выртнӑ. Хӳтӗленсе Ривэра «прямая левая» текен чаплӑ: атакӑна куҫнӑ. Вӑхӑтран вӑхӑта ҫак шавпа янрав витӗр таҫти инҫетри ҫӳл тӳперен тӑрна сассисем ирте-ирте каяҫҫӗ те, сывлӑшра майӗпен ирӗлнӗ евӗр, илтӗнми пулаҫҫӗ… Ӑна, путсӗре, хирӗҫ тӑнӑшӑн, пирӗн стариксем революциччен хуторти пухусенче миҫе хутчен ҫаптарнине шутласа та кӑларас ҫук. «Апла эппин, — тесе шухӑшлатӑп хам, — ку мана кӗҫех ярса тытать те кӑтӑкласа вӗлерет… — Мӗнле спектакль лартатӑр? — ыйтрӗ студент Огняновран. Вӑл заложник пулать-ҫке, ӑнлантӑр-и? Хӑратӑп, кукамай ятлаҫма пултарать. — Пуҫланӑ ӗҫе вӗҫнех ҫитерӗр, — терӗ вӑл, — ҫурма ҫулра ан чарӑнӑр. Кун ҫинчен, сэр, никама та ан калӑр, атту ватӑ Сайлас мистер вӑрҫать мана, нимӗнле тухатмӑш та ҫук тет вӑл. Вӑл пуринчен ытла зоологи атласне пӑхса ларма юратать, ӑна ют ҫӗршыв чӗлхипе пичетленӗ пулин те, вӑл ҫӗрӗн илемне, пуянлӑхне, унӑн пысӑкӑшне ҫав тери лайӑх уҫӑмлӑн кӑтартать. Калас пулать, тӗнчере вӑл пурне те пултарать, хӑй пурнӑҫне кӑна йӗркелеме пӗлмест. Ҫитменни ҫине урапи пит сивӗ пек. Мӗнле эсир, матушка, императрица умне пырса тӑма пӗлӗр-ши? Эпӗ мар-и, сире хисеплесе, Дубровскисем пӗр сирен кӑмӑлӑра пула кӑна, ним тивӗҫсӗрех Кистенӗвкӑна тытса тӑраҫҫӗ, тесе ҫине тӑрсах тӗрӗссине калаканни. Кам та пулин мӗн ҫинчен те пулин ыйтсан, — чӗрӗ юлас килсен, ан чӗн! Унӑн вичкӗн-янкӑр пайӑркисем тӳпен ҫуррине ҫутатаҫҫӗ, анчах самантсерен сӑрӑ кӗлпе витӗнеҫҫӗ, — сӳнеҫҫӗ. — Пулать, пулать, халех. Кинӗ кӳпшек тутисемпе йӑл кулса, ҫав каласа кӑтартнисене ним шарламасӑр итлесе ларатчӗ, Викторӗ ахӑлтатса кулатчӗ, хуҫа пит-куҫӗсене пӗрӗнтерсе:— Ҫитӗ, анне… — тетчӗ. Ун ҫинчен мана хронометр астутарчӗ. Стромболи! — Йышӑн! Эпӗ санран артистка тӑвасшӑн… — Тупӑнчӗ мана ывӑл! — кулса илчӗ стрепке. Пур енчен пӑхсан та, тинӗс леш енчи колонисем хӑш-пӗр ҫӗршывсене темле кирлӗ пулсан та, ҫакӑ негрсене тискеррӗн сутнине тӳрре кӑларма пултараймасть. Юлашкинчен амӑшӗ темӗнле вӑйпа вырӑнтан тапранчӗ те, ывӑлӗ патнерех ҫывхарса, аллине унӑн ҫамки ҫине хучӗ. Хамӑр ҫуртра вӑл мана хурал аллинче усрать. Вӑл академисенчи профессорсем ҫӗр ӗҫлес, ҫуртсем лартас тӗлӗшпе ҫӗнӗ майсемпе меслетсем, тӗрлӗ ремесласенче ӗҫлеме тӗрлӗ инструментсемпе ӗҫ хатӗрӗсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Джемма беседкӑран иртсе, сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, унтан кӳлӗ хӗррипе утса ҫӳллӗ сиренсен клумби хыҫне кӗрсе, тенкел ҫине ларчӗ; кӳлӗ ҫийӗн тӑрӑшсах пӗр ҫерҫи ҫатӑлтатать. Ырӑ йӑхран тухнине кӑтартаканни те ним ҫук; пачах урӑхла… ман питӗм ахаль хресченӗнни пек, ал-ура та унӑнни евӗр пысӑк; ку маншӑн ҫав вӑхӑтра питӗ намӑс пек туйӑнатчӗ. Вӑл Катьӑсен пӳрчӗ мар. Ҫапла ман ерипен чылай ҫӳҫ пухӑнса ҫитрӗ. Вӑл ҫырма ҫеҫ мар, пурӑнма та вӗрентет. Рада унран хӑй ӗмӗтӗнче хывӑннӑ хаваслӑ та канӑҫлӑ кунсем килессе кӗтет, ӳлӗм ырӑ телей пулӗ тесе шухӑшлать. — Эсӗ, Варюха, чӑнах та йӑшса кайнӑ-ҫке! Географ патне пырса патагонец хӗвеланӑҫ енне пӳрнипе кӑтартрӗ те испанилле темӗскер каларӗ. — Юрать, эпӗ ӑнлантӑм! — терӗ те ӑна Паганель хӑйӗн тусӗсене ҫапла каларӗ: Ҫанталӑк пӑсӑлать. Том хӗпӗртенӗ. Старик шуралса кайрӗ те, трибуна ҫинчен каланӑ пекех, ҫакӑн пек касса татрӗ: — Ҫук. — Ав епле! Каялла ҫавӑр та тӳрех урампа кай, хире тухсан, пӗрмаях тӳрӗ каймалла. — Ял Совет инҫетре-и? Эх, ку ҫулҫӳревҫӗсем те ҫав! Лиденброк профессора епле пысӑк мухтавлӑх кӗтсе тӑрать, ҫав мухтавлӑх, чаплӑх унпа пӗрле ҫӳренӗ юлташне те тивӗҫет. Володьӑна тата тепӗр япала тӗлӗнтернӗ, тӗлӗнтернӗ ҫеҫ те мар, пӑшӑрхантарнӑ та, ун служби ҫинчен, вӑл туса пыма тивӗҫ ӗҫсем ҫинчен те пачах калаҫман кунта, Севастополе вӑл ҫӑмӑллатнӑ тупӑсем ҫинчен каласа пама, е тата батарея командирӗ патӗнче апатланса пурӑнма ҫеҫ килнӗ тейӗн. Тӗлӗнмелле ҫак нимӗҫсем — ашаксем! Тапранса тухас умӗн ҫӗлӗкӗрсем ҫине шура хӑю татӑкӗсем ҫӗлесе яма сӗнетӗп; тӗттӗмре хамӑррӑннисене лешсемпе пӑтраштармалла ан пултӑр. Малтан колхозсене ҫуратас пулать, унтан вара машинӑсем пирки шухӑшламалла. — Эсир вара хӑвӑр йышӑннӑ вырӑнпа чӗреренех кӑмӑллӑ пулатӑр-и? — ыйтрӗ Елена, чавси ҫине таянса та ӑна тӳрех питӗнчен пӑхса. Ахалех, пушах тӑрать. — Пӗр сӑмах тупнӑ та, ҫавнах перет! Вӗсем ҫапах та сӑмахсӑр темӗнле юрӑсене, Моцартӑн пӗчӗк сонатине вылякаларӗҫ. Мӗн каласси пур — ҫапӑҫӗҫ, чикӗшӗҫ, касӑлӗҫ, пӑшал перӗҫ, — пӗтӗмпех ҫаксене Болгарие ирӗке кӑларас тесе тӑвӗҫ… — Инҫе кайрӗҫ пуль кутемӗн? — ыйтрӗ Костя. — Акула ҫав териех ӗҫме юратнине курмастӑр-им вара, ҫавӑнпа вӑл, эрехӗн пӗр тумламне те сая ярас мар тесе, ӑна кӗленчи мӗнӗпех ҫӑтса янӑ. Ҫапла кирлӗ те! Вилсен те тӳрӗ пулса вил, тусусене ан сут! Княжна чӳречи патӗнчен иртсе кайнӑ чухне эпӗ хам хыҫра каллех ура сасси илтрӗм: ман умран шинельпе пӗркеннӗ ҫын чупса иртрӗ. Ӗнер эпир, итле-ха, лайӑх кастартӑмӑр, а? — Тӗрӗс, — терӗ Артамонов, унтан алӑка таччӑн хупса хӑварчӗ те кайрӗ. Утнӑ май вӑл:«Тепӗр чухне ҫакӑ та ӑслӑ калаҫать» — тесе шухӑшларӗ. Уйранах киле вӗҫтертӗм. Амӑшӗ те, ывӑлӗ те Бенедикт пиччӗш пулӑшасса шанма пултараймаҫҫӗ. Эпир октябрьтен пуҫласа апрель уйӑхне ҫитиччен ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле вӗрекен муссонсем чиккинче пыратпӑр. Хӗлле суту-илӳ начар, ҫавӑнпа та усламҫӑсен куҫӗсем сыхланчӑкӑн, ҫӑткӑнӑн, йӑлтӑртатса тӑни ҫук, ҫулла пулсан ҫавӑ вара вӗсене пӑртак илем парса чӗрӗлтерсе тӑрать. Фома хӗрачапа килӗштерсе пурӑннӑ, анчах Люба ӑна мӗнпе те пулин ҫиллентерсен е виртлесен, Фома шуралса кайнӑ, сӑмси шӑтӑкӗсем ун сарӑлнӑ, куҫӗсем кулӑшлӑн чармакланнӑ, унтан вара хӗре вӑл каҫӑхса кайсах хӗнеме пуҫланӑ. — Хамшӑн тесен эпӗ мӗнешкел тискер пулнӑ, мӗн-мӗн кӑна шухӑшласа кӑларман, тупасса хам валли, намӑспа хуйхӑсӑр пуҫне, нимӗн те тупман. Акӑ мана телейлӗ пулма нимӗн те кирлӗ пулман иккен!» Вара сасартӑк уншӑн ҫут тӗнче пачах ҫӗнӗлле курӑнса кайрӗ. Пирӗн пата тӗкӗнмеҫҫӗ — инҫете ишсе кайнӑ ӗнтӗ вӗсем. — Ну, сэр, ӑнлантарса парӑр-ха, мӗншӗн эсӗр сӑмахлама пултарайман чӗрчуна ҫав тери асаплантаратӑр? Айккинчи пӳлӗмрен пӗр ҫын тухрӗ. Эпӗ ҫавӑнтах ку ҫын Тӑсланкӑ Джон пулнине ӑнланса илтӗм. Амӑшӗ ӑна пӗр татӑк бизон ашӗ, пӗр турилкке ҫырла тата тепӗр миска яшка лартса панӑ. — Э-э! Хӑй йӑлт шурса кайнӑ. Вӑл ӳпне выртнӑ та, сулахай аллине хыҫалалла янӑ. Пӑхсах курӑнать вӑл чӑтма ҫук асапланни. Манӑн уйӑрӑлса кайнӑ чухне каланӑ сӑмаха аса илӗр…» Ҫук, тӑванӑм, капла пирӗн, иксӗмӗрӗн, ӗҫ тухмасть! Пурнӑҫ илемӗпе пӗлтерӗшне епле ӑнланассинче маншӑн пӗр тӗрлӗ, вӗсемшӗн пачах урӑхла уйрӑмлӑхсем акӑш-макӑш нумай. — Мӗн ятлӑ-ха вӑл сирӗн ял? — ыйтрӗ вӑл унтан. Темиҫе минут иртсен начальник хӑй тухрӗ. Мана темшӗн эсӗ тӗрӗсне калассӑн туйӑнать. Вӑл ман пистолета кӑларса илнӗ! Америкӑра ҫуратнӑ чура — Ангола пасарӗсенче сайра тавар. Терек линийӗпе гребенской станицисем ларса тухнӑ вырӑн 80 ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлать, кунта ҫӗршыв енӗпе те, пурӑнакан халӑх енӗпе те пурте пӗр евӗрлӗ. Вӗсем нумай-нумай йӑха хӑйсен енне ҫавӑраҫҫӗ те — Ҫӗр хӗррисенче те, хулара та харӑсах пӑлхав ҫӗклеҫҫӗ: ҫӗнӗ тӗншӗн! Вӑл вӑраннӑ пек пулчӗ, анчах, хаваслӑхпа ҫиҫсе ялкӑшаканскер, амӑшӗпе Макҫӑмӑн аллисене чӑмӑртаса, халӗ те ҫав вырӑнтах тӑрать-ха. Акӑ хӑҫан уҫӑлса кайрӗ вӑл ӗнер тӗлленнӗ чаршав! «А тупата туршӑн ҫакса вӗлересшӗнччӗ», терӗ жид: «ун тарҫисем мана ярса та тытнӑччӗ, мая вӗренпе те йӑлмакланӑччӗ, анчах эпӗ пана пуҫҫапма тытӑнтӑм, кивҫен укҫана пан хӑҫан пама пултарать, ҫавӑнччен кӗтетӗп терӗм, ытти рыцарьсенчен пухма пулӑшсан кивҫен тата пама пултӑм; йӑлтах калам ӗнтӗ, пан хорунжин кӗсйинче пӗр червонец та ҫук; унӑн хуторсем, кил вырӑнӗсем, тӑватӑ кермен, ҫеҫенхирте Шклов таранах акмалли ҫӗр пур, анчах вӑл хуҫа пек укҫа тытса пурӑнаймасть. Теттӗмре тинех вилӗмлӗ кӗрмешӳ пуҫланса кайрӗ: алӑпа ҫапкалашса та урапа тапса, шӑлпа ҫыртса та чӗрнепе чӗрмелесе ҫапӑҫма тытӑнчӗҫ. Нимӗн те! — кӑшкӑрса ячӗ Митман, тискерленсе, хӗрелсе кайнӑ куҫӗсемпе Озеров ҫинелле пӑхса. Мӗншӗн? Анчах ӑна итлемерӗҫ, ҫавна пула унӑн, хӗрхенекен, хӑй хутне кӗрекен шыраса, куҫӗсемпе пӗр офицер ҫинчен теприн ҫине сике-сике ӳкме, йӗркипелен черетлесе тухма тиврӗ. — Э-э, эсир-ҫке ку, учитель! Магазин патнелле утнӑ май хам тата ҫапла шутлатӑп: милиционера чӗнме те пултарать вӗт вӑл. Ку вӑл — Воропаев пӗлтӗрхи хӗл штурмланӑ виноградниксем. Ывӑнма пуҫласан вара, — пуҫне аллисем ҫине хурать те хуйхӑна ӳкет: «Ох, тӑлӑх-ҫке эпӗ, тӑлӑх-турат! Анчах йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ: шуйттан хӑйӗн кӑмӑлне ҫырлахтарма ыйтса ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, алӑка шакканӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. — Ҫапла! — терӗ Володя, ҫырса пымалли пӗчӗк кӗнеке ҫине юриех тимсӗррӗн пӑханҫи туса. Апла пулсан, фронт линийӗнчен пӗр вӑтӑр пилӗк километрта, нимӗҫсен чи малти дивизийӗсем хыҫнелле, таҫта, Хура-вӑрманлӑх текен район таврашнелле ӳкнӗ вӑл; хамӑр штурмовиксемпе бомбардировщиксем ҫывӑхри нимӗҫ тылӗсене аркатма вӗҫнӗ чух, Алексей, вӗсене сыхласа пынӑ май, пӗрре мар ҫак вӑрман ҫийӗпе вӗҫсе иртнӗ. Пылчӑкра та эпӗ ҫӳрес ҫын мар, тӗве пек, шуҫӑ ҫӗрте чармакланса, ҫурӑлса каясран хӑратӑп, типӗре ак стрепке пулса килтӗм. Йӑлӑннине хирӗҫ юланучӗ чӗнмерӗ, анчах йытти пулӑшма килчӗ. Калӑр пӗр ят та пулин?» — кӑшкӑрнӑ тавлашакансенчен пӗри. Анне хурлӑхлӑ пурӑннӑ: пӗрехмай пӑшӑрханнӑ, кӳлешнӗ, тарӑхнӑ, ҫапах аттене систермен, вӑл унран хытӑ шикленнӗ; атте вара хӑйне ун умӗнче мӑнаҫлӑн, сиввӗн тыткаланӑ. Джим шухӑша путрӗ:— Шурӑ шарик паратӑп, Джим, пит лайӑх шарик! — Якӑр пӑрахса, чарса тӑма пултаратпӑр-и? Халь мӗскӗн ученӑйӑн тытнӑ кӑпшанка, ун чи паллӑ уйрӑмлӑхӗсене уйӑрса илес тесен, куҫ патнех илсе пымалла. — Музыка, выля… Ҫапах та мана тумтир ҫухинчен ярса илнӗ пичче пулӑшнипе эпӗ чиркӳ тӑрринчи шар патнех хӑпарса ҫитрӗм. — Апла пулсан ку вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланипе пӗрех пулать? Йытӑсем вӗрсе ячӗҫ, анчах Антуна палласа илсенех, вӗсем шӑп пулса, лӑпсӑркка хӳрисене вылятма тытӑнчӗҫ. Вӑл вӑйлӑ та ӗҫлеме юратакан хӗрарӑм. Пурнӑҫне те вӑл питӗ тӗрӗс тытса пырать, анчах унӑн пӗр сӑмахне те ӗненме юрамасть. Вӑл ҫеҫ те мар, ҫав каҫ иккӗшӗн хушшинче мӗн пулса иртнӗ хыҫҫӑн вӗсем кӑштах намӑсланма та пуҫларӗҫ». Иван Иванович пурин ҫинчен те тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлме юратать. Вӗсен шассисем (кустӑрмисем) пуҫтарӑнман, вӗҫнӗ чух самолёт хырӑмӗ айӗнчех ҫакӑнса пынӑ. Кустӑрмисене тӑрӑхларах виткӗҫсемпе хӳтӗленӗ. Айӑкран пӑхсан, машина хырӑмӗнчен ҫӑпата сырнӑ урасем тухса тӑнӑ пек курӑннӑ. Ҫавӑнпа пирӗн лётчиксем вӗсене пур фронтсенче те «ҫӑпатаҫӑсем» тесе ят панӑ. Ҫак пикировщиксене тӗнчипех пӗлнӗ, вӗсене Геринг Испанири мирлӗ хуласем ҫинчех сӑнаса пӑхнӑ, Польша, Франци, Голланди, Дани, Бельги тата Югослави ҫинчи ҫапӑҫусенче вӗсем хӑрушла чапа тухнӑ, нимӗҫсен ҫак ҫӗнӗ япали ҫинчен вӑрҫӑ пуҫламӑшӗнче пӗтӗм тӗнчери хаҫатсем ҫав тери хӑрушла историсем каласа панӑ, анчах Совет Союзӗн анлӑ хирӗсем ҫинче вӗсем часах кивелнӗ. Эпӗ вара, тен, илтнӗ пуль, ун тӑван пиччӗшӗ, Иван Иваныч… — Ийя, икӗ ыйту хатӗрех мар. Пирӗн вӑхӑт ӑна тума ҫителӗклӗ пулать. Ҫапла манӑн план, сэр. Эпӗ пӗлмен те! Вӗсем пурте — сухаллисемпе те сухалсӑррисем те — ҫав тапхӑрта турӑшсем пек туйӑнаҫҫӗ: ҫавнашкал хӑрушӑ та ҫынсенчен катара тӑраканскерсем пек туйӑнаҫҫӗ. Астӑватӑп, ҫак палламан ҫын, шӑхӑркаласа, пирӗн патӑрти бухтӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк матроссен авалхи юррине, каярахпа хӑй пӗччен юрланӑскере, мӗкӗрсе ячӗ: Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине. Уй ҫийӗн, инҫех те мар, сӑпсаннилле ҫакӑнса тӑракан кӗлеткеллӗ пысӑк кайӑк ҫӗкленчӗ те — ҫунаттисемпе туртӑна-туртӑна вӗҫет. Эпӗ халӑх ӗҫӗшӗн тӑрӑшакан, хӑйшӗн ҫеҫ кирлӗ ӗҫе ним вырӑнне хуман революционер сӑнлӑхне кӑмӑллатӑп. Епле ҫӑмӑл пулӗччӗ ӗнтӗ халӗ ҫав сурана сыватма! Зеб Стумп кӗсрене йӗвентен тытса, хӑй хыҫҫӑн ҫавӑтса каять. Ку япала сирӗн хушӑрта пулма пултараймасть, нихҫан та пулас ҫук тесе ӗнентерекен анне патне-и? — Калӑр, Мак-Набс, — терӗ Гленарван. Ӳт-тире ҫураҫҫӗ, шӑммисене хуҫаҫҫӗ? Аттене ответ пама кӑмӑлӑм ҫитеймерӗ, аннене лӑплантарас енӗпе маншӑн Савельич ҫырӑвӗ те ҫителӗклӗ пек туйӑнчӗ. — Сталин юлташа икӗ хутчен куртӑм. Хӑйӗн юлташӗсене ҫӑлма шутласа, Дик Сэнд кимме шывсиккин тарӑн авӑрнелле пӑрчӗ: ҫынҫиенсем пӗтӗҫ, анчах вӑл та вилӗ вӗсемпе. Ҫав юххаран лайӑхрах хӗрарӑм тупаймарӑн-им вара эсӗ? — Анчах ун пек тума нимле шанӑҫ та ҫук! Ыйхӑран вӑрансанах эпӗ чи малтанах ҫутӑ мӗнле вӑйпа ҫутатнине пӗлме васкатӑп. Эй, кукша! — Ну, кайса кур эппин… Тӗмсем хушшинче шӑрчӑксем те чӑрӑклатма чарӑнчӗҫ — таҫта чӳрече шалтлатса хупӑнни ҫеҫ илтӗнчӗ. Ирхине, Воропаев аяла Лена пӳлӗмне, чей ӗҫме анса ӗлкӗрнӗччӗ кӑна, — вӑл яланхи пекех протезсӑр ларатчӗ, Танечка ун чӗркуҫҫийӗ ҫинче сиккелетчӗ, — шпор сасси илтӗнсе кайрӗ те, тулти алӑка шаккани илтӗнсенех пӳлӗме Романенко илемлӗн кӗрсе тӑчӗ. Ӑна пӗр кайӑк ӳкнӗн туйӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра ыттисем кӗтӗвӗпех, нимле тытса чармалла мар хӑватлӑн ҫӗкленсе, темӗскер хытӑ ҫухӑрашса вулкан ҫутатакан сӑртсен тайлӑмӗпе анаталла вӗҫтерчӗҫ. — Григорьев, — терӗм эпӗ. Пӗр-икӗ хутчен антӑхсах пирусне ӗмсе илнӗ хыҫҫӑн, Половцева чун кӗрсе кайрӗ. Пӑртакран тин, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, сӑмах чӗнчӗ. — Итле-ха, герцог, — терӗ вӑл, — эпӗ сире питӗ хӗрхенетӗп, анчах кунашкал инкек чӑтса ирттерни эсир кӑна мар. Командир туйӑмӗ ыттисем ҫине куҫнине пӗлсе, Озеров хӑвӑрт кӑна хӑйӗн блиндажӗнчи ҫынсем ҫине темскер ыйтма хатӗрленнӗн пӑхса илчӗ. — Тавтапуҫ турра, — асӑрханса хуравларӗ кил хуҫи арӑмӗ, упӑшки ҫине: «Мӗнле ҫын илсе килтӗн-ши эсӗ, мӗнле калаҫмалла-ши унпа?» — тесе ыйтнӑ пек пӑхса. Аллине тӑсас килмен ҫӗртен тӑснӑ пек, вӑл инҫетри темле пӑнча тӗллесе кӑтартрӗ. Сасартӑк вӑл хӑй пӗчченех, тӑр пӗчченех тӑрса юлнине туйса илчӗ. Кукамай хытӑран хытӑ йӗчӗ, эпӗ те йӗтӗм, анчах каҫару ыйтма шутламарӑм. Кам вӑл?» Ҫутӑ пайӑркисем те ҫавӑн пекех фотографи пластинки ҫине ӳкеҫҫӗ. — Петр Андреич. Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ кун пек юра, пӗрре те юр пек марскерне, нихҫан та курман! Пире урам кӗтессинче ларакан ҫурт патне ҫавӑтса пычӗҫ. Анне, атте сывӑ чухне ачасене нихҫан хӗнесе курманскер, мана хӑлхаран ҫавӑрса тытать, манӑн пуҫа сӗтел ҫумне шаккать. — Эпир ӗҫе тӗрӗс йӗркелени ҫакӑнтан та курӑнать», — тет. Майор, лашасене чухлама пӗлекенскер, пампассен таса юнлӑ лашине ниҫтан ырласа пӗтереймест. Вӑл ӑна хӑш-пӗр енчен илсен, акӑлчансен «гунтерӗпе» танлаштарма май килет, тет. Парӑсӗсене тепӗр майлӑ ҫавӑрса лартсан, «Пилигрим» арканнӑ карапран ҫур кабольтовра чарӑнчӗ. Ҫӗнӗ Зеланди хальхи вӑхӑтра вӑрҫӑ арени пулса тӑрать. Ҫӗр шӑтӑкӗнче ҫавӑн ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. (Ами-и-инь! Пӗрре ҫапла ӑна пакет пачӗҫ. Пакета вӑл темӗнле питӗ тӳсейми васкаса уҫрӗ. — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ Паганель, кӑмӑлӗпе кӳренсе. Ҫак саманта эпӗ ӗмӗрлӗхех асра тытса юлтӑм: эпӗ тӑм кӗлетке тунине никам та курмарӗ; тахҫанхи вӑрӑ, темле майпа килсӗр-ҫуртсӑр ачасен распределительне килсе лекнӗскер, вокзалсенче «иккӗн мӗнле ӗҫлемелли» ҫинчен каласа ларать. Вӑл хӑйне кӗтекен тӗттӗм ҫӗр ҫине лӑпкӑн та чаплӑн анчӗ. Ун умӗнчи ҫынсем каялла чакса пынӑ май, вӑл вӗсем патне ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ. — Миль пардон, мадам. Сасӑ ҫывхарса пычӗ, эпир ӑна сывлама чарӑнса итлерӗмӗр. Тилкепесем кӑрт-карт туртӑнса илчӗҫ, Николаев утне хӑваларӗ, вӗсем малалла юрттарчӗҫ. Манӑн пӗтӗм свитӑра малта асӑннӑ ҫамрӑк тӑлмачӑ кӑна, эпӗ ӑна хам патӑма ӗҫлеме юлмашкӑн ӳкӗтлерӗм. Эпӗ килӗшмесӗр тӑма пултараймастӑп. — Дуэль ҫын вӗлерни маррине уйӑрма пӗлмелле. «Ак кунта, пӗр вырӑнта кӑна сарӑ тӗс хума ирӗк парӑр эппин», терӗ художник ырӑ кӑмӑллӑн. Ҫук, хӗрарӑмсем ку тӗсе хума ирӗк памарӗҫ. Лиза паян кӑна пӑртак салхуллӑрах, ҫавӑнпа унӑн сарӑ тӗс пур, ытти кунсенче сарӑ тӗс пачах пулмасть, ун пичӗ тӗлӗнмелле таса пулать, терӗҫ. Комендантӑн куҫӗсем халӗ те ҫуталсах ҫитеймен-ха. Ман шутпа, атте пӗлет, тата ватӑ ҫынсенчен кам та пулин; анчах чи малтан вӑрҫӑ мӗнрен пуҫланнине вӗсем те пӗлмеҫҫӗ. Антропологсем пулсан, вӗсене тӳрех таса раса ҫыннисем мар тесе каламалла. Унӑн сӑмси тимӗр таврашне мар, табака анчах, тӗрӗссипе каласан, табака чӑнах та пайтах туртса илет вара. Эсир пеме ҫӑв тери юрататтӑрчӗ вӗт… — Кая юлнӑ вӗсем, князь вӑрмансене пӗтӗмпех мана сутрӗ. Ӑҫтан сываттӑр-ха вӑл? Вӑл анкартинелле тухма тӑнӑччӗ, — Нагульнов ӑна кӑшкӑрса чарчӗ: — Халех каялла ҫаврӑннӑ пултӑр, унсӑрӑн кӗлете хупса питӗрсе илетӗп!.. Аллисем хӑрса татӑлччӑр вӗсен, ылханлӑскерсен!» Анчах ак вӑл сасартӑк уҫӑрах та хаваслӑн янраса кайрӗ, пурин те сӑн-сӑпачӗсем савӑнӑҫлӑн ҫуталчӗҫ. Ҫаранӗ те, улма пахчи те Юрдан чорбаджийӗн, кунтах унӑн кил-йышӗ те. Пӳлӗме ҫӳллӗ, кӗрнеклӗ, кӑвакрах ҫӑмлӑ пиншакпа шӑлавар тӑхӑннӑ, начарланса кайнӑ хурарах пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрса тӑракан мӑйӑхлӑ ҫын кӗрсен, Петр Артамонова вӑл хӑйӗн ывӑлне хӑвӑртах палласа та илеймен пек туйӑнчӗ. Христофор аттепе Кузьмичов пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Темӗнле секунд-майор. Суворов патӗнче пулнӑ, Альпа урлӑ каҫни ҫинчен ҫаплах каласа паратчӗ. Караванта шатра чирӗ сарӑлса кайрӗ, — туземецсем ӑна «ндуэ» теҫҫӗ. Пенсне тӑхӑннӑ тата мӑнкӑмӑллӑн пӑхкалать пулин те, пичӗ унӑн пӗрре те чаплӑ йышши марччӗ, пачах-ха, ӑна, куҫсем вырӑнне иҫӗм пӗрчисем чиксе хурса, чустаран васкаваррӑн йӑвалакаланӑ та хӑяккӑн тӑратса ҫех пӗҫеркеленӗ, тейӗн. Ҫук, вӑл каплах йӑнӑшма пултарайман! Пӑч тӗттӗмре нумай ҫын пурри сисӗнет, тумтирсемпе урасем кӑштӑртатни, хуллен ӳсӗрни, пӑшӑлтатни илтӗнет. — Вӑт тата, курмаллах! — А, санӑн арӑм пуласси! — кӑшкӑрса ячӗ Пугачев. Огнянов ӑна кӳренсе пӑхса илчӗ. Вӑл тем итленӗ пек ответ кӗтнӗ пек, ҫара пуҫӑн, хускалмасӑр, ватӑ ҫын евӗр пӗкӗрӗлсе, нумайччен тӑчӗ. Мӗншӗн суеҫтерес ман! — Ан тив, кайтӑр эппин «Дункан» Мельбурна, — тесе сиксе тӑчӗ Паганель, — а эпир Туфольд бухтине типӗ ҫӗрпе ҫитетпӗр! — Чипер кай, — терӗ вӑл. — Пуринчен ытла хӗлле, — тесе хушса хучӗ майор, сигарӑн тӗтӗмне ҫӳлелле мӑкӑрлантарса ярса. Манӑн мастерскойра тумалли ӗҫсем йывӑрах марччӗ: ирхине, пурте ҫывӑрнӑ чухне, мастерсем валли самовар лартса хатӗрлемеллеччӗ, вӗсем кухняра чей ӗҫнӗ хушӑра эпир Павӑлпа иккӗн мастерскойӗнче пуҫтараттӑмӑр, сӑр ӑшне ямашкӑн ҫӑмата саррисене шуррисенчен уйӑраттӑмӑр, вара эпӗ лавкана каяттӑм. — Тӑкӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ капитан. Пирӗн мӗн пур япаласене йӑлтах илсе кайрӗҫ. Ура сасси тикӗс илтӗнмест, лаши такӑр мар вырӑнпа чупать темелле. О, апла пулсан, ӗҫсем урӑхларах вара! Кирияк Стефчов ҫулӗпе ҫамрӑк та, пурнӑҫа пӑхас енӗ пӗтӗмпех авалхилле, «тутӑхсах ҫитнӗ» темелле; ирӗклӗхе юратас пархатарлӑ шухӑшран вӑл пит аякра тӑрать. Анчах Нестеренко ҫакна пачах хирӗҫ пулчӗ. Параппан тӑнкӑртатни янӑраса кайрӗ. — Сирӗн аҫӑр ҫак хӗлле вилнӗччӗ-и-ха? Анне вара чунтан татӑлса макӑратчӗ, аттешӗн нимӗн те мар! Анчах та ун чухне вӑл маншӑн Иван Иваныч пекех кӑмӑллӑ та асамлӑ япала пек туйӑнатчӗ. Мӗн пӗлес тетӗр эсир? Юланут ҫинчен куҫӗсене илмесӗр, Фелим сасартӑк пӗтӗмпех чӗтреме пуҫларӗ те сехри хӑпнипе хытсах кайрӗ. Унтан пачах урӑх ҫын, манӑн тӑван мар атте пек ҫанни ҫумне пуҫ шӑмми ҫыпӑҫтарнӑ офицер, тухса калаҫма тытӑнатчӗ. Эпӗ тата тепӗр хут кӑшкӑртӑм: тепӗр алӑк хыҫӗнчен выҫӑ кушак макӑрни илтӗнсе кайрӗ. Хӑш чух каҫпала е ирпе ирех вӑл хӑйӗн студенчӗ патне пыратчӗ. 1859 ҫулхи январь уйӑхӗнче Замбезин аял енчи юхӑмӗпе ун сулахай юппине Ширене ҫитсе пӑхнӑ, ҫак ҫултах апрельте Ширва кӳлли хӗррипе кайнӑ; Манганья таврашне тӗпченӗ; сентябрӗн 10-мӗшӗнче Ньяса кӳллине тупнӑ, 1860 ҫулхи августӑн 9-мӗшӗнче Виктори шывсикки патне таврӑннӑ. Январӗн 34-мӗшӗнче, 1861 ҫулта, Замбези вӑррине Маккензи епископпа ун ҫыннисем ҫитнӗ. 1861 ҫулхи март уйӑхӗнче, «Пионер» пӑрахутпа кайса, Ливингстон Рувумӑна тӗпченӗ, 1861 ҫулхи сентябрьте Ньяса кӳлли хӗррине таврӑннӑ, унта октябрь вӗҫлениччен тӑнӑ — ҫакӑн пек ҫӗнӗ экспедицин пирвайхи ҫулӗсенчи ӗҫӗсем. Пӗлетӗр-и? Пӗлетӗп, вӑл хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшӗ, тен, мӗнпур айӑпа ман ҫине йӑвантарӗ, ҫакна сана ӗнентерӗ те. Астӑватӑр пулӗ, Шварцовски редутра тӗл пулнине — хӗрӳ пулчӗ вӗт? э? «Мӗнле те пулин чеелӗх ҫук-и Негоро сӑмахӗсенче?» — тесе ыйтрӗ Уэлдон миссис хӑйӗнчен хӑй ӑшӗнче. — Вӑл тӑнсӑр-и? — ыйтрӗ вӑл тепӗр хут, малтанхи пекех сиввӗн те лӑпкӑн. — Мӗншӗн пырас мар-ха, атте парсан? Ҫӗре ларнӑ машинӑсем вӗҫмелли уйран кайса хӑйсен капонирӗсене кӗрсе тӑчӗҫ те, ҫавӑнтах шӑпланчӗҫ. — Пит те иккӗленмелле, — тесе ответленӗ Кроссман. — Халех кунта Инсаров ирой килсе ҫитет, — мӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, Стаховсен хӑна йышӑнакан пӳлӗмне кӗрсе; ҫав самантра кунта Еленӑпа Зоя кӑначчӗ. — Эх, Колчо бай, кала-ха хӑвӑртрах! — Эпӗ те Устенька патне пыратӑп, — терӗ татӑклӑн Оленин. — Халӗ курса пӗлтӗн-и ӗнтӗ? — тесе ыйтрӗ пичче. Ҫак юпасем тӳрем ҫӗртех лараҫҫӗ пулин те, вӗсем уйӑракан икӗ тӗнче хушшинче тӗпсӗр выран тӑсӑлса выртать. — Кайӗ-ши? Часах ун патне Яков пырса ҫитрӗ, вара вӗсем календарти картӑна пӑхма тытӑнчӗҫ — пассажирӗ картӑ тӑрӑх пӳрнепе кӑтартса пыратчӗ, кочегарӗ лӑпкӑн калатчӗ: — Мӗн вара? Апла пулсан, тӗрӗсне калӑр эппин… — Манӑн шухӑшӑмпа — сирӗн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр ҫинче ҫавнашкалах. Вӗсем станцине дивизи политотделне каяҫҫӗ, унта вӗсене ревком валли литературӑпа хаҫатсем памалла. Патшу ку сан. Утланӑпӑр эпир утсем Софоние ҫухӑрать, Захарие калаҫать. Ҫапла калани хулӑла пин хут ҫаптарнинчен те усалтарах пулчӗ, ҫавӑнпа та Томӑн чери ӳт ыратнӑ пек мар, тата хытӑрах ыратрӗ. Орденӗсем хулпуҫҫирен хулпуҫҫине ҫити… «Кӑмӑлу пулсан, Артур, эпӗ каймасан та пултаратӑп…» Джон йӑнӑшмарӗ. — Ыран илсе килӗп! — терӗ амӑшӗ. Гут шнап! — терӗ вӑл. Вӑл хӑйӗн шухӑшне ӑнланасшӑн та мар, анчах унӑн ҫав ырӑ вӑхӑта астунинчен те вӑйлӑрах япалапа тытса чарасси килет, унӑн ҫывӑхра каллех Мария пулнине туяс килет, унӑн ӑшшине, сывланине туяс килет, акӑ ӗнтӗ хӑй ҫинче вӑл… Даша инке Катя ҫинчен калаҫрӗ. Тулти шӑплӑхра хулари каҫ шавӗ ӗшенчӗклӗн сывла-сывла илчӗ, питсем ҫине сивӗ варкӑшрӗ, ҫӳҫсене хускатрӗ. Этемлӗхшӗн ӗҫленипе Симурден кама та пулсан чӗререн кӑмӑллама пултарнӑ-и? — Немка, ҫук, апла мар, итальянка. Сӗтел умӗнче ларакан Марийка тӑчӗ. Ҫак йывӑр асап-тӗсеп тӳсессине анафема, чиркӳрен уйӑрни, тенӗ. Ыттисем? — ыйтрӗ вӑл. Эпӗ текех ним те каламастӑп. Эсир хӑвӑр мисс Пойндекстере юратса карӑр пулӗ, хӑвӑр хӗрарӑмсене курайман пек пулса ҫӳретӗр пулин те. — Ҫакна кӗтсех тӑмаллаччӗ, мӗншӗн тесен питех те лӑпкӑ ҫывӑртӑн. Шӑпах ҫакӑн пеккисем, вырӑнти условисене пӗлменнисем, килеҫҫӗ те вара… Ярмаркӑри пушӑ урамсем тӑрӑх утса пырать те сасартӑк Обводнӑй каналӑн пӑр кӗперӗ ҫинче чарӑнса тӑрса, нумайччен карлӑк ҫумӗнче шывалла, пӗлӗтелле, инҫетелле, Ока леш еннелле пӑхса тӑратчӗ. Ҫапла икӗ ҫул ҫурӑ иртрӗ. — Юлташсем! — хыттӑн та янӑравлӑн пуҫларӗ хура куҫ харшиллӗ ҫын. Эх, ҫакӑ парнесем! Ҫав телей иксӗлесрен хӑраса, вӑл ӑна, кайӑк тытакан ҫын хӑй тытнӑ сайра тӗл пулакан кайӑка хупласа лартнӑ пек, хупласа лартма васкарӗ. Эпир пурте шанатпӑр сана. Ун пек юрату ҫук вӑл, чунӑм, пур пулсан та — вӑл пӗртте юрату мар. — Вӑл ӑс-тӑнне ҫухатнӑ ҫын пекех, — терӗ вӑл. Вӑл Джо Гарпера шырама тухса утрӗ, анчах ӑнӑҫу пулмарӗ. — Эпӗ университета кӗме каятӑп. Темиҫе ҫын алла-аллӑн тытса, кайрисем ҫинелле ҫурӑмӗсемпе тайӑнса тӑчӗҫ, — сарлака та ирӗклӗ ҫаврашка пулса тӑчӗ. Генералӑн пысӑках мар килкартийӗ йӑлтах ҫӑмӑл урапасемпе, кӳмесемпе тулчӗ. Ҫитменнине тата, вӑл ҫак пӗчӗк хулана урӑх килес те ҫук пулӗ, тетӗп. Килте вӑл асли пулнине куратӑн вӗт эсӗ, вӑл хуҫа вырӑнне, эпӗ хурлӑхпа, ачасемпе, нуша пысӑк пулнипе… — Ним те астумастӑп, анчах ӑна куратӑп! Тӗлӗнмелле вӑл — ҫын шуйттана хӗрхенмелле тума пултарнӑ? Ҫаврӑнчӗҫ те кайрӗҫ, иккӗшӗ те мӑнтӑр, иккӗшӗн те кӑмӑлӗ ҫитнӗ курӑнать; эп хам ӑшра шутлатӑп: «Ну, пултараҫҫӗ те хӗрарӑмсем! «Ҫук, — шутлать Аркадий, — пуян ҫӗршыв мар ку. Сывлӑшра электричество хӑвачӗ тулнӑ, ҫавӑнпа кирек мӗнле чӗрчун пулсан та, унӑн токӗ ӳт-пӳре йӑрӑлтатса ҫӳренине сисет. Борух реббе (раввин) сыснана, апат шыраса навус тӗмине чаваканскерне, хӑй ӑшӗнче ҫилӗллӗн тапа-тапа илет. Хӗрача питӗ пултаруллӑ пулчӗ; манӑн арӑм ӑна ҫав тери кӑмӑлларӗ те, юлашкинчен, ыттисем урлах, ӑна хӑйӗн горничнӑйӗ туса хучӗ… асӑрхатӑр-и!.. Пӗр ҫӳлӗ йӗкӗт ӑна темскер, пӗр-пӗр кулӑшла сӑмах калать пулмалла, мӗншӗн тесен, Оксана кулать. Кичем те мар-и сире? Вӑл, ӑна ҫӗрле ҫӳренӗшӗн тытса хупрӗҫ терӗ… Чартков ӗҫе пуҫӑнчӗ, хӗре майласа лартрӗ, ӑҫта мӗнле паллӑсем пулмаллине ӑсӗнче шутларӗ те кистьне темиҫе хут сывлӑшра ҫавӑркаларӗ; вӑл куҫӗсене пӑртак … хӗссе каялла чакрӗ, хӗре аякран пӑхса илчӗ те пӗр сехетрех малтанхи йӗрсене ӳкерсе те хучӗ. Шамир питри ула-чӑлана пӗтерет, сывлӑш ҫулне тасатать, уйӑх ҫаннисене канлӗ ыйхӑ парать, наркӑмӑш ҫывӑхӗнче тарлать. Казаксен ӑрӑвӗсем таптаса хытарнӑ ҫак майдан та ватӑ пулнӑ, ун ҫинче нумай ӗҫсем пулса иртнӗ. — Икӗ енчен те шах та мат. Тутӑхнӑ ҫӗҫҫи ҫинче «Alles tür Deutchland» тесе ҫырни палӑрать. Тепрер эрнерен пурне те кӑтартӑттӑм-ха эпӗ, хам ытла ҫамрӑках маррине! Ҫӗр унӑн пуҫӗ ҫийӗпе шуса иртнӗ, унтан тӑпах чарӑнса тӑрса, ӑна хирӗҫ вӗҫсе пыма тытӑннӑ. Хӑй суд тума пынӑ губернатор пекех, вӑл та прогрессист шутланнӑ, туз пулнӑ пулин те — нумай йышши тузсем пек пулман. Тата темиҫе кунран эпӗ каллех тӑван ҫемьере пулаттӑмччӗ, каллех хам савнӑ Марья Ивановнӑна кураттӑмччӗ… Мана пуҫран пуртӑпа пеме хӑтланнӑ пек, ӑна ҫӳлелле ҫӗклентерсе ячӗ те, ҫӗлӗкне хывса мӑшкӑласа каларӗ: — Сывӑ-и, преподобнӑй ҫыннӑм, ваше благородие? — Мӗнлескер? — Э, Лукашка-урван та кунтах иккен! — терӗ старик, ҫӳлелле тинкерсе. Ҫухине янах айне антарас тесе, вӑл пуҫне пӑркаланӑ, — анчах леш ҫав вырӑнтах юлнӑ. Августӑн 31-мӗш кунӗнче, кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре, Джон Мангльспа Паганель палуба ҫинче уткаласа ҫӳретчӗҫ. Унпа сывпуллашса, ӑна чирлӗскерне, ҫавӑн пек йывӑрлӑха пӑрахса хӑварасси маншӑн мӗн тери йывӑр пулнине турӑ кӑна пӗлет. Яков Артамонов ӑна парӑнчӗ, вара вӗсем ҫапла шут турӗҫ: Полина ыранах пуҫтарӑнма тытӑнать, унтан Воргорода каять те унта Якова кӗтсе илет. Ҫак пысӑк чаплӑ ученӑй ҫапла каласа шантарнӑ: Мулен-Кинон таврашӗнчи ҫӗр сийӗсем дилювий тапхӑрӗнчи ҫӗр сийӗсем мар, унтан каярах пулса тӑнӑскерсем тенӗ; ку тӗлӗшрен Кювьепе килӗшсе вӑл кӑтартнӑ тӑрӑх, этем ӑрӑвӗ тӑваттӑмӗш тапхӑрти чӗр чунсемпе пӗр вӑхӑтра ҫуралма пултарайман тенӗ. Пӗр паллаканни анчах, йӑлтах суранланса пӗтнӗскер, леш, Лукашкӑна перекенни, чӗрӗ юлнӑ. Никольский ыттисем ҫинчен каласа панӑ. — Манӑн вилес килмест, атте, вилес килмест! — кӑшкӑрса ячӗ Марыся. Вӑл чӑннинех каларӗ, ҫак курӑк евӗр ӳсентӑран йӗпе вырӑнсенче йӑвӑ ӳсет. Манӑн атте пуҫне уснӑ: вӑл хӑй ывӑлӗн суя айӑпне аса илтерекен сӑмахсене илтсенех пит пӑшӑрханнӑ. — Ҫук. Чӑнах калатӑп. Вӑл туннель стени ҫумне сулӑнса кайрӗ, мӗкӗрсе ярса, стенаран тытма хӑтланса, вӑл майӗпен ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Айртон ӑҫтан каҫса каймаллине шырама пикенчӗ. Ҫак географа кӳрентерчӗ. — Пӗлетӗр-и, майор, — терӗ вӑл, — манӑн тахҫантанпах вӗҫекен фламингӑна курас килет. Ара мӗн кӑна тӳссе курман вӗсем ҫак хушӑра. — Куртӑн-и? — терӗ кукамай кулса. Нумайӑшӗ ӑна хакласа каланӑ тӑрӑх, ун ҫинчен Воропаев ҫакнӑ пӗлет: ҫынсем Васютина вӑл ансат ҫын пулнишӗн, ҫӗнӗ ӗҫсене кӳлӗнме пӗлнӗшӗн унтан та ытларах, область активӗнчи нумай пин ҫынсен ячӗсене, ашшӗ ячӗсене тата хушамачӗсене асра тытса юлма пултарнишӗн — ку вара тӳрех куҫ умне тухса тӑнӑ — хисепленӗ. Ҫакӑнта, вӑл пилӗкӗпе стойка ҫумнелле тайӑнса, хыҫалалла авӑнса тӑратчӗ те, питне маччи патнелле ҫӗклентерсе, пӗтӗм кӑмӑлӗнчен каласа юрлама пуҫлатчӗ: — Эх, ӑҫта, ӑҫта каям-ши, Ӑҫта яка ҫула эп ту-упӑп-ши? Вӑрҫӑ вӗҫӗ-ши е маневр-ши? — Ман юбкӑна тӑхӑн, эпӗ — сан шалаварна. — Пӗлместӗп те ӗнтӗ! — терӗ амӑшӗ асӑрханарах. Эсир кӑна манӑн илемлӗх енӗпе шухӑшлас йӗрке ҫук тесе шутланипе кӑларӑр. Вӑл хӑй сӑнне улӑштарса, паха та урах ҫын пӗк, Катя пек хитре те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулас тесе шухӑшлани те ухмахла япала пулнӑ пулӗччӗ. Ку вӑл Уйӑх ҫинчи кашни япала Ҫӗр ҫинчи япаласенчен ултӑ хут ҫӑмӑлтарах пулнине пӗлтерет. Текех никама та шанма ҫук — ҫакна Уэлдон миссис уҫҫӑнах курчӗ… Соня! Сӗт илсе килӗр. — Сывлӑшне тарӑнӑн ҫавӑрчӗ вӑл. Эсир, тен, кам патне те пулин ӗҫпе марччӗ-и? Ҫӑнӑхне хӑй алать, чустине те машинӑпа хӑех ҫӑрать. Таҫтан лайӑх ҫӑнӑх тупнӑ та, ҫӑкӑрӗ, эпӗ илекен ҫӑкӑр пек мар, лайӑх пулать. Тӑван ял ҫыннисен куҫӗ умӗнче вӑл леш Севастопольти нимӗҫ офицерӗсем валли аскӑнчӑк ҫурчӗ тытса тӑнӑ Сопруновӑран нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть пулӗ, — ҫакна Ступина кунта килсен тин ӑнланса илчӗ. Сталинградри ҫапӑҫура авиаци валли ӗҫ нумай пулнӑ. Телефон умӗнче ура ҫинчен ура ҫине пускаласа тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл вӑраххӑн кӑна алӑк патнелле утрӗ. Ҫав кун тӳсмелле мар шӑрӑх пулчӗ, ҫитменнине тата тӳремлӗхре унтан ниҫта тарса пытанмалли те ҫук. — Вӑл, шӑллӑм, Мӑйӑх, — терӗ Варя аппа. Житейкин, ӳсӗркелесе, кулкаласа, Барские чавсинчен тӗрткелесе, ӑна алӑк еннелле уттарчӗ, Баймакова, арча ҫине ларса, ӳпкелешсе кӑшкӑрса йӗрсе ячӗ: — Ҫын ятне пӗтересшӗн… Апла-капла пулман та пирӗн, пурпӗрех, ӑна татах шырас тесен те, е малалла ҫул тытас пулсан та, канмалла пулать. «Ӗнтӗ пуҫлать ку майра патшана леҫме кайни ҫинчен каласа кӑтартма!» — терӗ те Левко, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах, хавассӑн хайхи леш, чие йывӑҫҫисем хушшинче ларакан пӳрт патнелле васкаса утрӗ. Ҫав юр кӗретех пулнӑ, вӑл ӑна питрен ҫаптарнӑ, ӑна аяла тума хӑтланнӑ, тата унӑн сылтӑм аллине шӑнтнӑ (Ваҫили Андрейч пӗр перчеткине ҫухатнӑ); пушӑ хирӗ те кӗретех пулнӑ, ҫав хире вӑл хытӑ курӑк тӗмми пек пӗчченех тӑрса юлнӑ. Пачӑшкӑ ҫав пӗтнӗ ачасем хӑйсен пурнӑҫӗнче пӗр виҫ-тӑватӑ хутчен ырӑ япала туни ҫинчен каласа кӑтатрӗ, ҫавӑнпа та вара ҫав ачасен ҫемҫе, ырӑ кӑмӑлӗ палӑрчӗ. Итлекенсем халӗ ҫав тӗлӗнмелле ачасем питӗ ырӑ та лайӑх пулнине курма пултарчӗҫ, унчченрех пек хӑтланнисемех вӗсене шутсӑр асса хӑтланнӑ пек, ҫавӑншӑн лайӑх чӗн пиҫиххипе хӗртме тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсем хӑйсем ҫавӑн пек шухӑшланӑшӑн хуйхӑрчӗҫ. — Халех-и?… Мӗскершӗн? — Хӑвала-ха йытта, — хушрӗ Яков, — унран пӑрҫа ерет. Кунта вӗренӳ пынӑ. Икӗ ҫул хушшинче вӗсем «Капиталӑн» виҫҫӗмӗш томне вӗренсе пӗтернӗ. Капиталистла эксплоатацин чи чее механизмне ӑнланса ҫитнӗ. — Унта вӑрҫӑ. Мустангсене тытмалли карта Ним шикленмелли те ҫук ҫӗре пырса лексен, ҫамрӑк креолка интересленсе йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Вилме выртрӗ! Анчах тӗплӗн-йӗрлӗн кайран та шухӑшласа пӑхӗ-ха, халлӗхе Огнянов каласа панипе ҫырлахнӑ пек курӑнас тесе шут тытрӗ вӑл. — Ҫимест-и? Анчах та Том халь — ирӗк кайӑк, ку та мӗне те пулин пӗлтерет. Ун урлах Джим патне урӑх, пысӑкрах япаласем те ҫитермелле тет. Лешсем ҫак хыпара хапӑл тусах йышӑннӑ. Гринвуд старик кукаҫее пит аса килтеретчӗ, кӗнеки ҫав тери пӗчӗкшӗн хурланмаллаччӗ, тата унта тӗрӗсси пит нумай пулни тӗлӗнтеретчӗ. Мексикӑри сеньорита ҫинчен сеттльментре пурнакан американецсем ҫавӑн пек шутланӑ. Хуҫса илнӗ те ӑна — пурнӑҫӗ пӗтсе ларнӑ ун. Сире паян эп… пӗр аван сӑмах калама пултаратӑп… Ҫапла шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ хушнипе, анчах шалтан тепӗр сасӑ хытӑрах та янравлӑрах илтӗнчӗ. Гусев Лося вӑратрӗ. Ҫавӑнтах Паганель енне пӑхса, патагонец Роберт ҫине кӑтартса ҫапла каларӗ: — Маттур! Ҫула тухас! — Вӑл хӑнара пулнӑ, каҫалапа хӑйӗн негр хӗрарӑмӗпе пӗрле лашаллӑ паром ҫине ларса, юлташ-хӗрарӑм патне, темӗнле мисс патне, хушаматне астумастӑп, ҫӗр каҫма кайнӑ; вӗсем хӳре тытмалли кӗсмене ҫухатнӑ, шыв вӗсене икӗ мильӑна яхӑн юхтарса кайнӑ, паром ҫӗмрӗк пӑрахут ҫине хӳрипе пырса тӑрӑннӑ, паромҫи, негр хӗрарӑмӗ, лашисем путса вилнӗ; Гукер мисс, темӗнрен тытса, ҫав пӑрахут ҫине кӗме пултарнӑ. Хӗвел горизонт патне анма тытӑннӑ пулин те, Уйӑх каҫӗ пуҫланиччен темиҫе талӑк та иртет-ха. Анчах ҫавӑнтах аса илетӗп, пирӗн пӗр грузчик пурччӗ, гимназист, ҫапкаланчӑк. Ҫавӑнпа ку пӑссем яланхи майпах улшӑнмасӑр тӑрсан, вӑйланса тухмасан тата ҫилпе ҫумӑр хыҫҫӑн атмосфера нимӗн улшӑнмасӑр тӑни палӑрмасан, ун пек чухне вулкан часах сирпӗнсе тухас ҫук, — тесе эпӗ уҫҫӑнах татса калама пултаратӑп. Анчах кӗркунне ҫитрӗ те, манӑн вак-тӗвек ӗҫсемпе пурӑнмалли май пӗтрӗ. Гиппарх вилнӗрен вара вунултӑ ӗмӗр иртсен, пӗлӗтри чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсен вырӑнӗсене тепӗр хут тӗрӗслесе палӑртнӑ. Кам та пулин хӗнемен-и ӑна, кӳрентермен-и? Вӑл мана хам ӗмӗре ӗмӗрлеме те ҫитет. Чеченецсем, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ тата кӗскетсе каснӑ мӑйӑхлӑскерсем, вилсе выртаҫҫӗ, — вӗсене касса тураса пӗтернӗ. Ҫав сӑмахӑн юлашки пайне каланӑ хушӑра усал арҫын ачасем хушшинче тӳплешӳсем тухкаласах тӑчӗҫ. Ачасем хӑйсен вырӑнӗсенче сиккелесе ларчӗҫ, пӗр-пӗринпе пӑшӑлтатрӗҫ. Ҫав шав хумӗсем вара вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, чул сӑртсем пекех, ниҫталла пӑрӑнмасӑр ларакан Мэрипе Сид патнелле те пыра-пыра ҫитрӗҫ. Пурте пӗр япаласем ҫинчех шӑл хӑйраҫҫӗ. Эпир кӗнекесене валеҫсе парсан, акӑ — начальство шырама тытӑнать: ӑҫтан килсе лекнӗ вӑл кӗнекесем? Кам та пулин аса илет вара: э, ҫавӑн чух ҫулҫӳрен хӗрарӑмсем килнӗччӗ… «Енюшка мана хӑратать», — шӑппӑн калама тытӑнчӗ вӑл арӑмне: «вӑл — те кӑмӑлсӑр, те ҫилленет, анчах ку нимӗнех те марччӗ-ха; вӑл кӳренет, хурлӑхлӑ — акӑ мӗн хӑрушӑ. Хӗпӗртесе кайсах, вӑл сумах тӗмисен икӗ речӗ хушшинче тӑвӑр ҫӗрте хуллен ҫаврӑнса илчӗ те хӑвӑрттӑн, анчах нимӗн сас кӑлармасӑр, малалла утма пуҫларӗ. Тепӗр енчен, гварди поручикӗ Андрей Дубровский те ку суда пӗр хут тӑратнӑ. Эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, анчах, паллах ӗнтӗ, никамах та курмарӑм; эпӗ ӑна хамах, сасӑпа пулмасан, асӑнас мар тенӗ ҫӗртенех пуҫра каланӑ пулӗ. — Григорьев Иван… — страницӑсем уҫӑлса хупӑнни, кӑштӑртатни илтӗнчӗ. Кораблев кулса ячӗ. Сирӗн чурусен мӑшкӑлне кӑна мар, сирӗнне те чӑтма манӑн тӳсӗм ҫитес ҫук — мӗншӗн тесен, эпӗ мыскараҫӑ мар, ӗлӗкренхи дворянин. Манпа пӗрле килнӗ ҫынсенчен пӗри утрав пуҫлӑхӗ патне кайрӗ, вӑл мана ют ҫӗршыв ҫыннине хӑй йышӑнса хисеп тумӗ-ши тесе пӗлесшӗн пулчӗ. — Ну юрӗ, хамӑр тишкерекен документа ман меслетпе сӑнаса пӗлме тытӑнӑпӑр, — терӗ. — Ара епле-ха капла, Давыдов! — Эй, Никита! — тӗрӗс халӑх хушшинчен хуллентереххӗн. Унта мана мӗнле тӗпченине, мӗнпе айӑпланине эс илтнӗ ӗнтӗ. — Сывӑ пул, Федя». Эпӗ иконӑсен пысӑкӑшне тата вӗсене мӗнле ӗҫленине кура, вӗсен хакне хӑвӑрт пӗлсе астуса ҫитрӗм, турӑ амӑшсен иконӗсенче мӗнле ӑрасналӑхсем пуррине пӗлсе ҫитрӗм, анчах святойсем мӗнтен усӑллине пӗлсе ҫитме ҫӑмӑлах марччӗ. Шанасса — шан, анчах пӑшалсӑр ҫывӑрма ан вырт. Законран иртрӗн пулсан, лар эппин улпутла, — ҫапла-и? Ыттисем йынӑшкаласа илеҫҫӗ, ҫӗр каҫа шӑнса кӳтнипе, чӗтресе выртаҫҫӗ, тахӑшӗ тата час-часах шӑлӗсене шатӑртаттарса илет. — Мӗншӗн тесен, вӑл партире пулма тивӗҫлӗ мар. Вӑл мана ҫирӗм пуслӑх укҫасемпе тытма хӑтланассине пӑрахмастчӗ, эпӗ чухлаттӑм: урай шӑлнӑ чухне укҫи шӑтӑкалла анса каяс пулсан, вӑл ӑна эпӗ вӑрланӑ тесе шутласса пӗлеттӗм. «Ахаль ҫапла туйӑнать пӳлӗ», тесе шухӑшларӑм эпӗ. — Никам та мар… — Тытса паракана нумай укҫа сӗнмелле. Вӑл, хӗпӗртенӗ пек пулса, манӑн алла ярса тытрӗ. Николай Петрович нихҫан та сирӗн пек кунта ҫӳремест, ухмаха ермест… Француз салтакӗ манран ҫак япаласене пурне те илчӗ. Вӑл тӳлесе ирӗке тухма та хатӗр, ун ҫинчен хӑйӗн шухӑшне улпута та каласа пӑхнӑ, анчах лешӗ нимӗнле татӑклӑ сӑмах та каламасть. Тур пулӑштӑр сире! — Виличчен тӑмалла пирӗн. Илья ҫӗр чавакан Вялов хулпуҫҫийӗ урлӑ хӗрарӑмсем ҫине пӑхрӗ, вӗсене намӑса пӗлмесӗр куҫ хӗсрӗ. Атте вилсен вара Тихон мана хӑй патне пит те ҫывхартрӗ. Анчах вӑй черкке ӑшне эрех тултарса шухӑша кайнӑ пек каларӗ: — Ия, пурӑнкаларӑм эпӗ, тӗлӗнтеркелерӗм, ҫапах та — сахал! Эпӗ арена ҫине тухрӑм та ӑнран кайса ӳкрӗм. Халь — пӗр эсир кӑна юлатӑр… — Эсир итлӗр те ытлашши ан кӑшкӑрӑр. Кӑмӑл туртӑнать — катмар маховиксем васкаса чупакан ҫӗре, сывлӑшра машинӑсене сӗрекен ҫу шӑрши ҫапнӑ ҫӗре, хӑйне тӑванӑн туйӑнакан вырӑна. Анчах чӗлхе кӗлӗ сӑмахӗсене каласшӑн мар. — Мӗн пирки-ши, сэр? — Минтерӳ айӗнче хунар пур сан. Вӑл та ман пекех аллаппине куҫӗ ҫийӗн тытрӗ те вара эпӗ пас тытнӑ чӳрече витӗр ситрелчӗклӗн курӑнакан кӗленче витӗр унӑн питне куртӑм. Ну, эпир унччен, паллах ӗнтӗ, ҫавнашкал приказ, пиртен ҫу пӑчӑртаса кӑларма хушаканни центртанах килет пулӗ, тесе шухӑшланӑччӗ; ҫаплах сӗмленеттӗмӗр те, ҫак пропагандӑна коммунистсен Центральнӑй Комитечӗ кӑларса янӑ, теттӗмӗр, хамӑрӑн хушшӑмӑрта вара: «ҫилсӗр-мӗнсӗр ҫил арманӗ те ҫунаттисемпе хӑлаҫланса лармасть», тесе калаҫаттӑмӑр. — Билли! — терӗ палламан ҫын, хӑйӗн сассине ҫирӗппӗн те хӑюллӑн кӑларма тӑрӑшса. Е ӗнтӗ лешсем… нимӗҫсем… пирӗннисенчен вӑйлӑрах-ши? Вӑр-вартарах ҫаврӑнкалаҫҫӗ-ши? Унӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илнӗ, Христос сӑнӗ куҫ умӗнчен тӗтрепе хупланнӑ пек ҫухалнӑ. Старикӗн алли, сывлӑшра курӑнман йӗр чӗрсе илсе, ҫак решени татӑклӑ иккенне уҫҫӑнах кӑтартса пачӗ. «Алексиспа» «Вӑрманти хӳшӗсем» ятлӑ кӗнекесемсӗр пуҫне пӗр кӗнеке те вуламан, ҫулталӑкра пӗрре е, нумай пулсан, икӗ ҫыру ҫырнӑ; хӑй аллипе нимӗн те тӗкӗнмен пулсан та, ирӗксӗртен кӑна хускалса ҫӳренӗ пулсан та, тӗрлӗ ҫимӗҫсем типӗтсе варенисем пӗҫерес ӗҫе аван пӗлнӗ. Эпӗ пуринчен кайран шлепкене алӑ чикрӗм те билета саркаласа пӑхрӑм… Хӗрӗх килограмм спаржа та илнӗ. Астуса илӗр-ха, Вильсон? Лайӑхрах шухӑшласа илер? Вӗсем пӑлхавлӑн, антӑхса кайсах кӑшкӑртни хӗрарӑма хӑрушлӑх пуррине систерчӗ, кӑртах сиксе илсе, вӑл масар хӳми хӗррипе надзирательсене сӑна-сӑна утрӗ, анчах вӗсем тата салтаксем тӗрмен тепӗр кӗтессине чупса кайса куҫран ҫухалчӗҫ. Тепрер пилӗк минутран ҫын хӑйӗн йывӑрӑшӗпе кашкӑр мӑйӗ ҫине хӑпарса выртрӗ. Малтан нихӑҫан та ватӑ кушак аҫи хальхи пек чӗмсӗр те тӗксӗм пулман. Вӑл кунта пытанса пурӑннине пӗтӗм ял пӗлнӗ. Анчах кунта ӑна сутасси ҫинчен сӑмах та пулма пултарайман. Ял халӑхӗ ҫаплах ҫывӑх курни Огнянова калама ҫук хаваслантарчӗ. Вӑл качча каяс хӗр, ӑна кирлӗ пулать…» Артист — йӗркесӗр ҫын… Пуҫма тӗлӗнчи кайӑк чӳречинчен хӗрлӗ сухаллӑ сарӑ сӑн курӑнчӗ, вӑл шӑнӑр туртнӑ пек чалӑшкаласа илчӗ те — куҫран ҫухалчӗ. Хӗрхенчӗ вӑл ҫак лӑпкӑ, йӗркеллӗ арҫынна — Рыбин ырӑ кӑмӑллӑ, вӑйлӑ ҫын-ҫке-ха. — Вӑхӑт иртнӗ, тӳлес пулать… Слободкӑра кӑвак чернилпа ҫырнӑ листоксем пӑрахса ҫӳрекен социалистсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Вуннӑмӗш ҫула кайнӑ ача лутра пукан ҫинче, амӑшӗн ури патӗнче ларать. Чӗмсӗрскер, ачалӑх кӑмӑлӗ ыйтнине тума юратаканскер, вӑл кунӗ-кунӗпе Маякин хӗрӗпе пӗрле, Любӑпа теттесемпе вылянӑ; вӗсене, икӗ ачана, хайхи хурӑнташсенчен пӗри, чӗмсӗррӗн астуса тӑнӑ. Тулли уйӑх манӑн ҫӗнӗ пӳртӗн шурӑ стенисемпе хӑмӑшпа витнӗ тӑррине ҫутатса тӑрать. — Ҫапла, кӑштах пур ҫав, — кӑшкӑрчӗ хӑйне мӗн каланине ӑнланса илеймен юнкер, казак лашисен ури сассисем вара часах тӗттӗм урамра шӑпланчӗҫ. Лопуховсем патне кӗрсе пӑхам-ха, — татӑклӑнах шут тытрӗ вӑл. Василий Иванович вӑта пӳрнипе кӑштах вӗри кӗл юлнӑ чӗлӗмӗ ҫине пусса илчӗ. Эпӗ — сапер. Клиникӑра ӗҫлекен пӗр-пӗр ҫынна начар ӗҫленӗшӗн вӑрҫнӑ чух (вӑрҫасса вӑл шавлӑн, хӗрӳллӗн, кашнинчех йӗркесӗрлӗхе курнӑ вырӑнта, чирлисем умӗнче вӑрҫнӑ) вӑл яланах: ҫак тӗттӗмлетнӗ, кашни кун бомба ӳкнине куракан Мускавра пирӗн клиника халичченхи пекех кӑтартуллӑ ӗҫлемелле, ҫакӑн пек ӗҫлени вӑл пур тӗрле гитлерсемпе герингсене тивӗҫлӗ ответ пани пулать те ӗнтӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсем ҫинчен илтессӗм те килмест, кахалсемпе ӗҫе юратман ҫынсем хӑяматалла тухса сирпӗнме пултараҫҫӗ, шӑп халӗ ӗнтӗ, пурне те йывӑр чухне, госпитальте чи ҫирӗп йӗрке пулмалла, тенӗ. Казаксем, пӗрремӗшӗнчен, вӑл пирус туртнипе, тепӗр енчен, вӗсен ку каҫра урӑх йӑпану пулнӑ пирки, Оленин ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ. Вӑл нумайччен тӑна кӗреймерӗ. Хунарсене те ҫутӗҫ, анчах вӑл килмӗ… Каҫхи ҫил вӗрме пуҫларӗ, хӗвелтухӑҫ енчен икӗ тӑрӑллӑ сӑрт хупӑрласа тӑрать пулин те, троссем улама, паруссем сулланма тата пӗр-пӗринпе ҫапӑнма тытӑнчӗҫ. Хуҫа арӑмӗ чашӑк ҫине пӑртак ашпа ҫӑкӑр турарӗ те ӑна ман умма лартса пачӗ. Тӑватӑ сехет тӗлӗнче Ганс каллех мачта тӑррине улӑхса кайрӗ те, хӑй умӗнче курӑнса выртакан тинӗсӗн ҫур ҫаврашки умне йӗри-тавра пӑхса, пӗр пӑнчӑ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Юранӑ пулсан, пуҫне вӑл киленсех сӗтел ҫине хурӗччӗ, укҫа купи ҫийӗн хускалкалакан пӳрнесемпе лампӑна курас мар тесе, куҫне хупӗччӗ, вара хӑйӗн ыйхӑпа лӑнчӑланнӑ шухӑшӗсене пушшех те арпашса кайма май туса парӗччӗ. Акӑ ӗнтӗ халь вӗсене ҫӳлти вӗҫӗнчен урапа кустӑрми ҫыхса хунӑ тараса кашти кӑна пӗлӗтелле кӑнтарса тӑни тӑлӑххӑн курӑнать, юлашкинчен вӗсем килне тӳрем вырӑн, аякран сӑрт пек курӑнакан пулса, мӗнпурне йӑлтах хупласа лартрӗ. — Пӗлме интересленнипе пулсан ҫеҫ; урӑхла мар. Эпӗ сан патна чӗрӗк сехете. — Хӑвӑн йӑнӑшусене йышӑнатӑн-и тата? Вӑл Австралинчи Альпа тӑвӗсенчен тухать те, Лахланпа Дарлинг шывӗсене хӑйпе пӗрлештерсе, Виктори провинцийӗн ҫурҫӗр енчи чиккин тӑрӑхӗпе Аделаиде патӗнчи Свидания бухтине ҫитиччен улӑпла ҫӗлен пек авкаланса юхса выртать. Колонна троллейбуссене, ҫӑмӑл машинӑсене, трамвайсене хуса ҫитсе, вӗсенчен иртсе кайса пычӗ, ҫакӑ та тӑшман кунтах, ҫывӑхрах пулнине аса илтерчӗ. — Сывӑ-и, Николай Еремеич! — терӗ танлӑн Павел, ӑна хирӗҫ ерипен утса пырса. — Сывах-и? Кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн вӑл, юлашкинчен, ҫапла каласа пама хӑйрӗ: ехусем пирки сӳтсе явнӑ юлашки совет ларӑвӗнче совет членӗсем хуҫа мана хӑй патӗнче тытса усранине хӑйсен йӑхне кӳрентерни вырӑнне, эпӗ хам хуҫампа гуигнгнмсем пекех калаҫнине намӑс вырӑнне шутланӑ-мӗн. Дикарьсем piperexceisum текен курӑк сӗткенне ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗҫ те чарусӑр алхасма пикенчӗҫ. Ҫак мӗнпур хисеплӗ те чылай ватӑ историе юсама манӑн, чӑнах та, вӑй-хал ҫитмест. Тельмарш унӑн аллине тытса юн тымарӗ мӗнле тапнине итлерӗ. — Ҫапла ҫав, атаман, — майӗпен пуҫне ҫӗклесе хурав турӗ Тимур. — Воисковойри колхоз вӑкӑрӗсем ҫул ҫинче сан пек чее ҫынсем тырра ҫӗр айне пытарса хунине пула ӳксе вилчӗҫ. Шыв пӑлханса илчӗ те юнпа пӗвенчӗ. Халь ӗнтӗ уншӑн уҫҫӑнах ҫакӑ палӑрчӗ: Андрей ӑна ҫав тери кирлӗ пулнӑ-мӗн, вӑл ҫук чухне ҫу каҫипех чӗринче темле, кайӑк пӑрахса кайнӑ йӑвари пек, пушӑ та хӑтсӑрччӗ. …Чаплӑ хӑна вырӑнне хурса, Лозневоя малти пӳртре хӑналарӗҫ. Кӗтсех тӑр, кӗвӗҫнипе сивӗтет теме е урӑх мӗн те пулин шутлама пултарнӑ вӑл. Сире никам та ҫав полномочие паман. Халӗ ӗнтӗ, мана кам та пулин Снеффельс тӑррине каялла тавӑрӑнма сӗнекен пулсан, эпӗ ҫав шухӑша яхӑнне те йышӑнас ҫук. Чирличчен эпӗ ӑна йӗнине пӗрре те курман, халӗ пур акӑ кашни кун йӗрет, эпӗ мӗншӗн иккенне те лайӑх чухлатӑп. Нумайӑшӗ вӑл пьесӑна сиртен те лайӑхрах калаҫҫӗ, анчах эсир каланӑ пек ку таранччен никам та каламан-ха. Пӑван ун сӑмахӗсене итлесе каллех выртрӗ те куҫӗсене аллипе хупларӗ, Монтанелли алли ун пичӗ ҫумне сӗртӗнсен, хӑйпе мӗн пулнине вӑл хӑй те каласа пама пултараймарӗ. Карташӗнче ӗнтӗ юратнӑ хурӑнсем кӑштӑртатса ҫулҫисене тӑкаҫҫӗ. Пичче чарӑнса тӑрасшӑн мар пулса, пӗрмай малалла каять. Суйлавсем пулаҫҫӗ. Анчах ҫакна тума Ҫӗнӗ Зеландире тӑнӑ чухне матроссемпе сӑнӑ ывӑтакансене тара тытнӑ, вӗсем промысла вӑхӑтӗнче «Пилигримӑн» яланхи экипажне пулӑшнӑ. Мӗнле-ха эсир пире иксӗмӗре те йӑнӑшнӑ теме пултаратӑр? Пӗрлешӳллӗ штатсенчи традици тӑрӑх, Техасри гостиницӑсем пӗр вӑхӑтрах ӗҫ тумалли биржӑсем те, клубсем те пулаҫҫӗ. — Пуринчен тӗрӗсрех каласан, нимӗн те шухӑшламасть пулмалла. Списока тытрӗ те пикенсех унтан копи ҫырса илчӗ, ҫынсен ячӗсене, ашшӗ ячӗсене, хушамачӗсене тата кам мӗнле япала илнине пӗтӗмпех ҫырса, кӗпе-тумтир е атӑ-пушмак илнӗ кашни ҫын хушаматне хирӗҫ хӗрес лартса тухрӗ. Унта вӑрмана кӗрсе каҫхи апат пӗҫерсе ҫирӗм, ҫӗр каҫма та унтах юлас тенӗччӗ, анчах сасартӑк тӑпӑр-тӑпӑр ура сасси илтӗнчӗ, лашасем пуль тетӗп, унтан ҫын сассисем те илтӗнчӗҫ. Ытти ачисем ҫавӑнтах унӑн йӗри-тавра пухӑнчӗҫ те, лётчик ҫине пӑха-пӑха, чылайччен тем ҫинчен чӗвӗлтетрӗҫ. Анчах та ку вӑл чӑн-чӑн, нимӗнпе танлаштармалла мар телей иккен! — Ирхи хӗвел хӑма ҫуракан пысӑк завод хыҫӗнчен юлхавлӑн ҫӗкленчӗ. Пирӗн патра, пехотара, паллах, колхозниксемпе рабочисем нумайтарах, артиллеистсемпе миномётчиксем патне интеллигенци ытларах лекнӗ: учительсем, счетоводсем, агрономсем!.. Ӗҫ пӗтӗмпех мӗне те пулин тӑвас килнинче тата ҫав тӑвас тенине туса ҫитернинче. Эсӗ мана хӑравҫӑ тетӗн пуль. Апла мар. Анчах та эпӗ учитель пулма ҫуралман-мӗн, мана вара хам тахҫанах пӗлекен япалана пин хут ӑнлантарса парасси ҫав тери кичемччӗ. Эсӗ пирӗн ӗҫе намӑслантаратӑн вӗт, эсӗ мана аван мар тӑватӑн. — Кунта кӑнтӑрла килсе ҫӳресси тата та шиклӗрех; пирӗн ҫине куҫпа пӑхсанах, ырӑ маррине сисме пулать. Сӑмахӗсене пурте илтчӗр тесе вӑл питӗ хытӑ кӑшкӑрать, ҫав вӑхӑтра вара унӑн сӑн-пичӗ кулӑшла пекех улшӑнса каять. — Начар ӗҫ, — терӗ татах Джон. Суккӑрӑн шӑнӑр туртнӑ пек кукӑрӑлнӑ пӳрнисем малаллах шурӗҫ. Нумай вӑхӑт иртмерӗ, ҫынсем тӑтӑшах такӑнма пуҫларӗҫ. Ҫук, вӑл салтака каять, темиҫе ҫултан вара суранланса тата чапа тухса киле таврӑнать. Тӗнчен юлашки кунӗсене пирӗн ҫирӗп, ӑслӑ-тӑнлӑ мерӑсем йышӑнса капӑрлатмалла, телейлетмелле. Унӑн вилнӗ ҫын пичӗ пек шурса кайнӑ пичӗ ҫинче ҫӗнтернӗ кӑмӑл пӗр самантлӑха ҫеҫ палӑрса, каллех ҫухалчӗ. — Пӗтӗмпех паллӑ, — терӗ вӑл тулли кӑмӑлпа, мӑйӑхне тирпейлӗн якатса ман орденсем ҫине пӑхнӑ май. — Э-эх, намӑс-и?! — Ах, эсрелӗ! Манӑн халӗ леш енче пуласчӗ! — терӗ Том. Сасартӑк ман ҫумма пӑчӑртанса чарӑнса тӑчӗ, ӳпкеленӗ пек каларӗ: — Хӗллеччен те пурӑнмарӗ-ҫке… Павлюк сасартӑк аллине ҫӳле ҫӗклерӗ. те дирижёрӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх саламачӗпе туртрӗ. Вара ҫиҫӗмсирен тӑрӑх анса хӑвӑртрах пыр. Ман хыҫҫӑн тепӗр сехетрен киле Ярмола таврӑнчӗ. Пӗтӗмпе каласан, вӑл темле кирлӗ мар ҫын пулнӑ, ҫавӑнпа та ӑнланма та май килмен: мӗн тума кирлӗ вӑл Мирона? — Клуба? — хурлӑхлӑн пӑшӑлтатрӗ вӑл, — клуба каймастӑр эсир, ҫӑмӑлттай! Джемма ҫывӑхарах пычӗ те пилӗк-ултӑ ҫулхи ачана курчӗ. Вӑл таса мар, ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑннӑскер, хӑранӑ анчӑк ҫури пек ҫул ҫинче хутланса выртнӑ. Пуҫӗсене каҫӑртса, ачасем кайӑксем вӗҫнине ним чӗнмесӗр савӑнса пӑхса тӑнӑ, лӑпкӑ савӑнӑҫпа йӑлтӑртатакан ӗшеннӗ куҫӗсене вӗсем кайӑксем ҫинчен илеймен. Дунайшӑн пыракан ҫапӑҫу епле пынине Воропаев питӗ лайӑх пӗлет, ку тӗлӗшпе вӑл питӗ лайӑх доклад туса пама пултарать, ҫав ҫапӑҫӑва вӑл хӑйӗн куҫӗсемпех курнӑ, унӑн участникӗ пекех пулнӑ. — Эпир антӑхмӑпӑр, галерея сарӑлсах пырать, кирлӗ пулсан, эпир сулӑ ҫинчен анса пӗр-пӗр хушӑка кӗрсе пытанӑпӑр. Ҫав тискер кайӑк шӑтӑкӗсенче ларакан ҫынсем тунсӑхланӑ. Ҫав кӗреҫесемпех вӗсем тупӑк хупӑлчине уйӑрса илчӗҫ, ҫын виллине туртса кӑларчӗҫ те нимӗн уяса тӑмасӑр ӑна ҫӗр ҫинелле пӑрахрӗҫ. Мастер ӑна кура пуҫне ҫеҫ сулкалать. Лайӑх йӗкӗт эсӗ, санпа ӗҫлеме ҫӑмӑл пулать, Корчжинскипе ӗҫленӗ пек мар. — Курӑпӑр акӑ! — тенӗ Миките. Горьки урамӗнчи кӗнеке магазинӗнче «Совет Арктикин» пӗлтӗрхи пур номерӗсене те уҫса пӑхрӑм. Итле-ха, Олеся, — сасса пусарса, хушса хутӑм эпӗ, — пирӗн иксӗмӗрӗн нумай, нумай калаҫмалла… Рабочи класс вӗсене ҫӗнӗлле вӗрентсе ҫитӗнтерӗ. — Эпӗ… мана кунта ячӗҫ… генерал патӗнчен… эпе ген… его превосходительство патне кӗме пултаратӑп-и? — шикленерех, ҫав хушӑрах пуҫ тайса ыйтрӗ вӑл. — Паллах, юри мар. Ҫакна эсӗ питӗ те лайӑх пӗлетӗн-ҫке-ха, ҫавӑнпа та чӑкӑлташма кирлех те мар. Сасартӑк вӑл хӑлхасем илтме хӑнӑхнӑ вӑрман шавӗнче инҫетре кӗрлекен моторсен сассине илтрӗ. — Черккессен хӑни мухтать пулсан, мӗнпур япаланах ӑна хӑйне парнелес питӗ ырӑ йӑла пур, — терӗм эпӗ ытарлӑн. Ӗнтӗ вӑл, Гремячий Лог хуторне килнӗ милиционер ҫине пӑхсан, ӑшчикӗ таврӑнса тухаслах сехӗрленсе ӳкмест: ӗлӗкрех вӑл милиционерӑн хура тӗслӗ шинельне курнипех калама ҫук хытӑ хӑраса чӗтреме пуҫлатчӗ. Салтаксен отрядӗнчи пӗр лаша такӑнчӗ те айккинелле ыткӑнчӗ. Тепри хытӑ кӗҫенсе, ҫавӑнтах тирӗнсе ӳкрӗ. — Аякра халь, тӑванӑм… — Мӗн ҫинчен тавлашатӑр? Бензомер стрелки чӗтремест те ӗнтӗ, вӑл ограничитель винтикӗ ҫинче ҫирӗппӗн выртать. Кирлӗ пулса тухман пулсан, эпӗ утӑ ҫулнӑ ҫӗртен епле хӑпса килӗттӗм-ха? «Ку япала пирӗн пек службӑри ҫынна кирлӗ вӑл», — тет хӑй. — Эпӗ вӑл ӑсран тайӑлма пуҫланине асӑрхатӑп. — Анне! Анне! — тӳсеймерӗ пӗчӗк Джек та. — Ман ҫав тери кит мӗнле иккенне курас килет. Акӑ ӗнтӗ, тахӑшӗ ҫурт йӗри-тавра утса ҫӳрет, аллисемпе стенана хыпашлать. Катя пуринчен те лӑпкӑрах: вӑл хӑй тавра шанӑҫлӑ пӑхкалать, Николай Петрович ӑна ӑнне ҫухатаслах юратма ӗлкӗрнине те асӑрхама пулать. Унӑн хурарах куҫӗсем хӑйӗн тӑшманӗн пичӗ ҫине тӳррӗн, пӗр хускалмасӑр тирӗнсе пӑхатчӗҫ, вӑл йывӑррӑн, ҫынна пусса антармалла пӑхнине тӳссе тӑма йывӑрччӗ, — вӗсем мана хӑйне пысӑка хунипе чирленӗ ҫынӑн куҫӗсем пек туйӑнатчӗҫ. Тинӗс ҫинче лӑпкӑ. Утравӑн кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи сӑмсахӗ, тӑватӑ кун каярах «Испаньола» иртсе кайнӑскер тавра ҫаврӑнтӑмӑр. Вӑл ывӑннӑ, аран-аран кӑна утать, хӑй ывӑнни те ӑна савӑнтарать; пурте кӑмӑллӑ ӑна паян. Аннетӑн куҫӗсем епле илемлӗ! Кунта вӗсем Радуба курчӗҫ. Приказ ҫумне «Ананьев улпутӑн тӗп кантурӗн пичечӗ» тесе ҫырнӑ питӗ пысӑк герблӑ пичет пуснӑ, аяла тата ҫапла ҫырса хунӑ: «Пурне те тӗплӗн тумалла. «Кӑмӑлӑр пулсан, эсир мана тытса пама пултаратӑр, анчах та эсир ун пек тумастӑр пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ», — тенӗ вӑл ӗненсе. Капмар ҫав шӑрчӑксенчен пиллӗкӗшӗ кӑна тӳремре ларать. — Каяс килмест-и? Ирӗклӗ шухӑшлани вӑл нумай япаласем ҫинчен «ҫветтуй» чиркӳ хушнӑ пек шухӑшламаннине пӗлтернӗ. Его величество мана час-часах ыйтусем пачӗ. Эпӗ ӑна хирӗҫ ответлерӗм, анчах эпир пӗр-пӗрне мӗн каланинчен вӑл та нимӗн те ӑнланмарӗ, эпӗ те ӑнланмарӑм. Мӗне юрӑхлӑ этем вӑл? «Ҫапла, пымалла, вӑл ман умра ӳкӗнесшӗн пулас», — шухӑшларӑм эпӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑйпе ывӑлӗ хушшинчи малашнехи пурӑнӑҫӗ темӗнле йӗркесӗртерех пуласси ҫинчен шутланӑ-ши, е ҫак ӗҫе Аркадий пачах тӗкӗнмен пулсан — ӑна ытларах хисеп тунӑ пуласса туйса илнӗ-ши, хӑй ытла ҫемҫе чӗреллӗ пулнӑшӑн хӑйне ӳпкелерӗ-ши — кун ҫинчен калама йывӑр. Беседка тавра аван ӳснӗ, — хушса хучӗ вӑл, — мӗншӗн тесен акаципе сирень — ырӑ ачасем, вӗсене пӑхма та кирлӗ мар. — Каласан итленӗ пулӑттӑрччӗ-ши? — ыйтрӑм эпӗ лӑпкӑн. Ҫаврӑнса пӑхрӑм та ирӗксӗрех чарӑнса тӑтӑм, карттуса хыврӑм: эпӗ хамӑн аттемпе Зинаидӑна куртӑм. «Пӗрре ҫапла мучи ҫӗрӗпе юр ӑшӗнче ларнӑ, ҫапах нимӗн те пулман», — тенӗ вӑл, мучӑшне астуса илсе. Районтан пуҫӗпех тухса кайнӑ пулсан — ун чух юратчӗ-ха. Павка, вокзалтан хӗрарӑмсемпе пӗрле тухса, килнелле васкарӗ. Пирвайхи кун ӑнӑҫлӑ иртрӗ, ҫавӑнпа Павка хӑйӗн канмалли вӑхӑтне чыслӑн ӗҫлесе илнӗ ҫын пек пулса, килнелле утрӗ. — Капитан?! — чӗтренсе, кӑвакарса кайсах кӑшкӑрса пӑрахнӑ Фома. — «Ӗҫ» тесе эсир ҫынсене вӗлерессине калатӑр-и? — каллех ыйтрӗ Джемма. Ашӑк пекки пур-и санӑн? Ҫав каҫ унӑн сӑн-пичӗ ыттисенчен нимпе те уйрӑлса тӑман пек туйӑнчӗ Воропаева. Акӑ лашасем тулхӑрни те илтӗнчӗ… Эпир унпа туслӑ пуранатпӑр. Вӑхӑт-вӑхӑт пуҫ ҫинченех ҫерҫисем вӗҫсе иртеҫҫӗ те, пӗрчӗ тавраш шыраса, ҫул хӗрринех ана-ана лараҫҫӗ. Пӑлхар халӑхне чипер маттурсем кирлӗ. — Хӑҫан-и? — кӑшкӑрчӗ Сильвер. Ӑслӑ тухма хатӗрленекен Ситников та ҫавӑн пекех, кислорода азотран уйӑрма пӗлеймен, анчах отрицанипе харпӑр хӑйне юратакан икӗ-виҫӗ химикпа тата аслӑ Елисеевичпа Петербургра ҫӑрӑнать, хӑй ӗнентернӗ тӑрӑх, Базаров «ӗҫне» малалла илсе пырать. — Мӗнлерех-ха вӑл? Пысӑкскер-и? — ыйтатчӗ суккӑр, юпа ҫинче ларакан аист мӑраннӑн, параппан ҫапнӑ евӗр тӑнкӑртаттарнине илтсен. Паганель дикарьсем мӗн хӑтланнине тӗрӗс тавҫӑрса илчӗ: айӑпшӑн тавӑракан сӑрт ҫине Каи-Куму тата та ҫирӗп табу хучӗ. Тӑман паҫӑрхинчен те ытла тустарма тытӑнчӗ. Ҫуртне туса лартнӑ чухне, пирӗн пичче мӗн ҫӳллӗшне виҫсе тӑвайман пирки, вӑл пуҫӗпе мачча пӗренине ик-виҫ хут та пырса ҫапӑнчӗ. Пӳлӗм ӑшчикки типтерленсе, кӑмӑла каймалла пулса тӑчӗ. — Закон паллӑ, — терӗ вӑл хупӑ сассипе. Ял варринче ларакан ҫамрӑк та ҫинҫе хурӑнсене те каскаларӗҫ вӗсем, — ялта вара тӑруках хаваслӑ та ӑшӑ ҫутӑ сахалланчӗ. Хурӑнӗсенчен нимӗҫсем вӑрӑм шертӗсем туса хатӗрлерӗҫ те, хуппине сӳмесӗрех, ҫав шертӗсемпе икӗ пӳрчӗ тӗлне те картасем тытса тухрӗҫ. — Турра чунне пачӗ, Петр, — терӗ хресченсенчен пӗри. Эсир завода кайнӑ, унта сире учительницӑн инкӗшӗ тесе пӗлеҫҫӗ. Эсир пынӑ хыҫҫӑн заводра сиенлӗ листоксем пурри палӑрать. Е вӗсем тарман пулсан, кубрикра вилнӗ пек нимӗн туйми ӳсӗр выртаҫҫӗ. Лампӑн хӗрлӗрех ҫути ҫуйхавлӑ пӑшӑрхану панӑ. Эсӗ Татаринов капитан хӗрне качча илнӗ. Капитан ячӗпе ҫыхӑнтарса шав кӑларни сана карьера тума кирлӗ, терӗм. Ҫак сӑмах вӑл манӑн каллех ун хыҫҫӑн пымаллине пӗлтерет. Мӗнле те пулин йывӑрлӑхсем пур-и тен? «Ак епле, икӗ ҫыншӑн ҫисе тултарни тӗлех килчӗ пулас мана», терӗм эпӗ ӑшӑмра. Негоро пуҫне тайрӗ, сӑмси айӗн темиҫе сӑмах куларах мӑкӑртатрӗ те хӑйӗн камбузне кӗрсе кайрӗ. Вӑл мӗн каланине никам та ӑнланмарӗ. Ӑна аслӑ судья та, унӑн юлташӗсем те хаяр, хӗрхенӳсӗр ҫынсем пулма пултарайман пек туйӑнчӗ. Тепӗр кунне, тул ҫутӑличчен чылай малтан, тутӑ лашасем кӳлнӗ виҫӗ урапа исполком патне пырса тӑчӗ. Кам кайрӗ-ха унпа пӗрле? Ашшӗн янаххи ҫинче сухалӗ сиккеленнине асӑрхаса, Петр:— Шӑлӗсене шӑтӑртаттарать. Вӗсем умне сӗтел ҫине каҫхи апат мар, Мексикӑри кашни авантюристӑн яланхи юлташӗ — испански карт колоди тухса выртать. Ҫак шухӑш ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, халиччен, шыв хӗррине ҫитес умӗн хӑйне асаплантарнӑ туйӑмсем хӑвӑртах сӳнсе пычӗҫ унӑн. — Клуб хыҫҫӑн… клуб хыҫҫӑн. Художниксем маншӑн темле урӑхла ҫынсем пек туйӑнчӗҫ. Куҫпа виҫсе илмелле мар анлӑ ҫапӑҫу хирӗ, чунсӑр кӗлеткесем, гранатӑсем, юн, вилӗм! Туртмалли пӳлӗмсем пур-ҫке ӗнтӗ… Мересьев ҫакӑнта хӑй ытти пӗр лётчикран та кая маррине, вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине кӑтартса паратех! — Каланӑ, — терӗ Паганель, — шыв юппинчен икӗ мильре Югариавахи ялӗ пур. Мэри, хӑйӗн куҫӗсене Айртонӑн хастарлӑ пичӗ ҫинчен илме пултараймасӑр, савӑннипе йӗрет. Пуринпе те лӑпкӑн калаҫать, пурте унпа шӳт тӑваҫҫӗ. — Чуна илеҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем, ылханчӑксем, — куҫҫулне ҫӑта-ҫӑта, мӗн пуласса пӗтӗмӗшпех тавҫӑрса илеймесӗр, пӑшӑлтатать хӗр. Тосун-бей тухса ӗлкӗриччен ӑна пӳлсе лартмалла. Эпӗ хӑвӑрт утатӑп, кашни утӑмрах пӗрре киввине палласа илетӗп, тепре ҫӗннине курса тӗлӗнетӗп. Ҫывхарӑр ҫеҫ! Губернатора мухтаса илчӗ: — Ӑслӑ! Унӑн ҫамрӑклӑхӗ пӗр ырӑ курса пурӑнмасӑрах иртсе кайнӑ, вӑхӑтсӑрах пӗркеленсе ларнӑ. Кӑнтӑртан вӗрекен ӑшӑ ҫил вӑйланчӗ. — Давыдов кула-кулах Андрее пукан ҫине хӑйне хирӗҫ лартрӗ, аллине кӗнеке тыттарчӗ. * * * Тепӗр икӗ кунтан, эрнекун ирхине, Тубянскипе Войсковой хушшинче, Вӗрене ҫырми хӗрринчен утмӑл метрта икӗ хатӗрлевҫе тата кӳлни лашасенчен пӗрне вӗлернӗ. Куртӑн-и? Япаласен масси мӗн чухлӗ пысӑкрах, туртӑнӑвӗ те вӗсен ҫавӑн чухлӗ ытларах ӳсет. Яков Лукич хӑй те, унпа пӗрле ӗҫлекен казаксем те темшӗн пурте ҫара пакартан, анчах, Яков Лукичсӑр пуҫне, ҫара ӳтне кура никам та намӑсланмасть. Эль-Койот хӑй килӗнче Кольхаун та, Луиза пекех, сӗтел хушшинчен тӑруках тенӗ пек тӑрса тухрӗ. Эсир ман шӑллӑм патӗнче пурӑнма пуҫласанах, эпӗ ун чухне сирӗнпе калаҫма хирӗҫ пулман. Мӗне пӗлтертӗр ку? Мӗнле ӑспа шухӑшланӑ-ха эсир арҫынна линчлама вӑй ҫитеретпӗр тесе? Эпир кайӑксем пек пурӑнатпӑр: туратран-турат ҫине ҫӳретпӗр, юрӑсем юрлатпӑр. Ӗҫӳ ҫук пулсан, эсӗ хӑв шутла ӑна, ӗҫсӗр ларма кичем. Иш епле, — сигар туртатӑн… Акӑ ҫак енчен тытӑр, кунтан майлӑрах». Мана октавист Митропольский ытларах кӑмӑла каятчӗ; трактире ҫитсе кӗрсен, вӑл пит йывӑр япала йӑтса пыракан ҫын пек утса, кӗтеселле иртсе каятчӗ, пукана урипе тапса сиктеретчӗ те ларатчӗ, чавсисене сӗтел ҫинелле сарса хуратчӗ, ывӑҫ тупанӗсем ҫине мӑн ҫӳҫлӗ пысӑк пуҫне хуратчӗ. Ку-ха вӑл ытлашши хӑрушӑ япалах мар, анчах ҫапах та эпӗ ҫакӑнта пӗр-пӗччен, алӑ-урасене сиккелеттермесӗр выртнишӗн ҫав тери эрлентӗм. Манӑн таҫта вӗҫсе каймалла-ҫке-ха, анчах та манӑн пӗр пушӑ самант та ҫук. Иккӗмӗш кун каҫхине Украина ҫамрӑкӗсен Коммунистла союзӗ организациленчӗ. Хамӑр ӑсра ӑна тӑхар уйӑх явнӑ тесе шухӑшларӑмӑр. Ҫӳллӗ. Чунтан тулашса ухмаха тухнӑ ҫын пек тытакан самантсем унӑн йышланнӑҫемӗн йышланса пычӗҫ, юлашкинчен вӑл хӑрушӑ чирлесе ӳкрӗ. Кроссман! Эсир илтетӗр-и? — Ыйтатпӑр! Алвишпа пӗрле ун тусӗ Коимбра, Биери Коимбра майор ывӑлӗ, Камерон лейтенант каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑнсенчи чи путсӗр этем, шапа куҫлӑ, тӑртанса сарӑхнӑ сӑн-питлӗ, турамасӑр кӗҫҫеленсе ларнӑ ҫилхе пек кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӗтӗк кӗпеллӗ, курӑкран ҫыхнӑ юбкӑллӑ мӑнттай; лутӑрканнӑ улӑм шлепки ӑна латсӑр ватӑ йӳтетмӗш пек кӑтартать. Хӗвел тухсанах кӗтӳре чи ватти салху та вӑйлӑ сасӑпа кичем кӗвӗ пуҫласа ярать. Огняновра вӑл хӑй ӗмӗчӗпе шанчӑкӗнчи халиччен нихҫан палӑрман идеалне асӑрхарӗ, ҫак хӑватпа сипленсе Рада вара ҫу уйӑхӗнчи шӑлан пек чиперленсе ҫеҫкене ларчӗ. Халӗ пурте пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса кайрӗ — ыранхи кун мӗн пулассине пӗлме те ҫук. — Пит те ҫӑмӑл, мистер Джеральд. Дик тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа ӗҫлерӗ. Тепӗр темиҫе самантран ҫак пӗчӗк шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, унпа пӗрле пурнӑҫ персе кӗрӗ-и е шыв, унпа пӗрле вилӗм! Лаша ҫинче епле ларса пынине, тумтирне — хулпуҫҫисем ҫинчи серапэне, пуҫӗ ҫинчи хура сомбрерӑна пӑхсан, кашниех ӗнтӗ: «Ку арҫын пырать» тесе шутлӗччӗ. — Ку шутпа ӑна эпӗ хам тӳлӗп. — Эс илтрӗн-и, старик? — кӑшкӑрса ячӗ хӑрах куҫли. Ачасене мӗнле вӑрласа каймарӗҫ-ха вӗсем. Пӗлесчӗ эсир, ҫур ҫӗр ҫитеспе йӑлт чӗтреве ертӗм эпӗ ӗнер! — Ҫапла, ху тӑвас тенине турӑн эсӗ! Эпир ҫыран хӗрринчи ҫунакан вутпа танлашрӑмӑр. Тӗрӗссипе каласан, санӑн акӑлчансен крейсерӗпе хирӗҫӳ тухрӗ пуль те сана рейран туртса ҫакрӗҫ пулӗ тенӗччӗ эпӗ. Сӗтел ҫинелле пӗшкӗнсе, кашни саспаллинех пӳрнесемпе йӗрлесе пырса, ниҫта та, пӗр самантлӑха та чарӑнкаласа тӑмасӑр, мӗнпур сӑмахсене хытӑ сасӑпа вуласа тухрӑм. Хӳрере — мобилизациленӗ салтаксем, нимӗн йӗркесӗр купаланса, урисене пӑтраштарса, пӗр-пӗрин ҫине пыра-пыра тӑрӑнса утаҫҫӗ. Вара эпӗ юлашки йӗркене ҫырса хутӑм. — Э-э, ав мӗнлескер эсӗ! — терӗ вӑл пуҫне сулкаласа. Пӗр каҫ хыҫҫӑн тепӗр каҫ ҫитнӗ. Пур енчен те Филипп пек тума тӑрӑшатӑп, унран: лайӑх-и? тесе ыйтатӑп, апла пулин те ҫакӑ яланах вӑл манпа кӑмӑлсӑр юлнипе вӗҫленет: пӗри ытларах туртать, тепри чуман, тет, чавсине ман кӑкӑр умне кӑларать те тилхепесене туртса илет. Хӗвел хӗртнӗҫемӗн хӗртет, кӑтрашка пӗлӗтсем супӑнь хӑмписем пек пысӑкланаҫҫӗ, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ те тӗксӗм сӑрӑ тӗслӗ пулса каяҫҫӗ. Ну нимех те мар, мистер Джеральда ҫав тери лайӑх пӑхаҫҫӗ, ман кучченеҫ ӑна кирлех те мар пулӗ. Каллех чарӑнса тӑнӑ. — Хӗрлӗ упа, савнӑ чунӑм, ӑҫтан тупрӑн эсӗ куна? — Ыйтнӑ, чӑнах ыйтнӑ. — Ӳлетӗн? — ҫилӗпе савӑнса кӑшкӑрса ячӗ Петр Артамонов. — Ма-ха эсӗ малтантарах вӑратмарӑн мана, Том? — Пӗр хушӑ сирӗнпе пӗрле кам та пулсан пулнӑ эппин? Ту ҫинче ылтӑн пӗлӗтсем капланчӗҫ, вӗсем сывлӑшри тусен ҫӗнӗ ушкӑнӗ пек курӑнаҫҫӗ, хапха умӗнче пысӑк площадь сарӑлса выртать; ун хыҫӗнчи пасар халӑхпа вӗркет, паян вырсарникун: ҫара ураллӑ осетин ачасем, ҫурӑмӗсем хыҫне караслӑ пыл тултарнӑ хутаҫҫисене ҫакнӑ та ман тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑваласа ятӑм; шухӑшӑм вӗсем ҫинче марччӗ манӑн, ырӑ штабс-капитан пӑшӑрханнине эпӗ хам чӗре патнех иле пуҫларӑм. Шгурт 1845 ҫулта ӑна иккӗмӗш хут ҫитсе курнӑ: Грегори тӑванӗсемпе Гельпиан Хӗвеланӑҫ Австралинче 1846 ҫулта пулнӑ; — А эпӗ сана юрататӑп, терӗм. Вӑл сӑмахсӑрах мӗн тума систернине Шубин ӑнланчӗ те пит-куҫне пӗркелентерчӗ, Зоя вара, фортепьяно умне ларса, хӑй пӗлекен юрӑсене каласа, кӗвӗ май юрласа пачӗ. Лӑпкӑ чухне, хӑйӗн ҫитменлӗхӗсене йышӑнма пултарнӑ вӑхӑтра, ҫав сӑмахсене нихҫан та каламан эп ана. — Канав хӗрринчех, мучи, — хушса хучӗ вӑл кулмасӑр, пуҫне силлесе. Станицӑран пӗр виҫӗ ҫухрӑм кайсан, ума ҫеҫенхир тухса выртрӗ. Вара выльӑхсем йӗрлесе пӗтернӗ хӑйӑрлӑ, ӑҫта килчӗ унта хӑрма пуҫланӑ курӑклӑ, айлӑмсенче ӳсекен лутра хӑмӑшлӑ, кӑшт ҫеҫ палӑракан сайра сукмаксемлӗ тата инҫетре-инҫетре, горизонт патӗнчех курӑнакан ногай хушшисемлӗ, пӗрешкел, салхуллӑ та типӗ тӳпемлӗхрен пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмарӗ. Колпиковпа хирӗҫнине, — сӑмах май каласан, вӑл мана тепӗр кунне те, каярахпа та de ses nouvelles памарӗ, — темиҫе ҫул хушши манаймарӑм, ҫавӑн ҫинчен аса илме мана йывӑр пулчӗ. — У-ухмах! — мужик хыҫҫӑн аллине хӑлаҫлантарса пырса, кӑшкӑрнӑ Званцев. Ну, эпӗ сана ним те каласа кӑтартмастӑп — аҫу килте санӑн тирне сӗвтӗр! Пурне те куртӑм эп, пурне те ӑнлантӑм: пытарса усракан зенит батарейисем вырнаҫнӑ Марсовӑй уйри пахчасене те, Ленинградри ытарма ҫук ҫӗкленнӗ ешӗл йывӑҫсемпе чечексене те; капӑрланса тӑран хулана та куртӑм эпӗ, — епле 1942 ҫулхи ҫуркунне Ленинград урамӗсене виҫҫӗр пин ҫын тухса пӗтӗмпех тирпейлӗх кӳни ҫинчен кунта тухса килес умӗн ҫеҫ хаҫатсенче вуланӑччӗ эпӗ. Аван-и пирӗн патӑмӑрта пурӑнма? Унтан, хӗрсене куҫ хӗссе илсе, — вӗсем хушшинче унӑн хӑйӗн хитре хӗрӗ — пысӑк кӑкӑрлӑ, чӑрсӑр куҫлӑ шпульница Зинаида та мӑнаҫлан каҫӑрӑлса тӑнӑ, — вӑл сассине тата та ҫӳллӗрех хӑпартрӗ те кичеммӗн юрлама тытӑнчӗ: — Христос тӳпере пурӑнатьЫлтӑн ҫӑка айӗнче. Ӑна вилӗмпе кӗрешекен пурнӑҫ инстинкчӗ ҫеҫ малалла хӑваларӗ. Вӑл Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди порчӗсем хушшинче ҫӳрет. Астӑватӑр-и, ялта чухне, доктор? Таҫта хула тулашӗнче, вӑрманта ҫӳретпӗр тейӗн ҫав. — Тӗрӗс! Вырӑссем! Халӗ Гарвипе Вильям ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, вӗсем те, ав, килсе ӗлкӗреймерӗҫ. Мӑшкӑл тӑватӑн — хӑвна та, мана та… Акӑ Луп Резников, — вӑл хӑйӗн карьерине ӗҫкӗ-ҫикӗ ҫурчӗ тытнинчен пуҫланӑ, унтан сасартӑк темӗнле пуйса кайнӑ. — Эпӗ халӗ те хирӗҫ… Ҫак вӑхӑтра каютӑран Бенедикт пичче тухрӗ. Чӑтӑмлӑха ӳстерсе пырас йӗрке! Анчах ун пек пулмарӗ — ман пароход ҫинчи пурӑнӑҫ сасартӑках та хам намӑс курмалла татӑлса тӑчӗ. Ытти козаксем малтан итлекелесе тӑчӗҫ, унтан хӑйсем те «чӑнах та ҫут тӗнчере нимле тӗрӗслӗх те ҫук!» тесе калаҫма пикенчӗҫ. Кил, пӗтӗҫлентер ама-турра! Пӑван патне пӗшкӗнсе, вӑл ӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ, кӑшт ҫӳлелле ҫӗклерӗ; ҫав вӑхӑтра вӑл сасартӑк Пӑванӑн сивӗ те нӳрлӗ пӳрнисем, унӑн аллине хӗскӗч пек ҫавӑрса тытнине туйрӗ. Анчах Ривэра куҫӗсем ҫинчи яланхи тарӑхӑвне ҫухатнӑ. Паллах ӗнтӗ ик-виҫӗ посланник пулӗҫ, темиҫе нимӗҫ-ученӑйсем, яланхи пекех тӗрлӗ туристсемпе вырӑс княҫӗсем, литераторсенчен кам та пулин, унтан темиҫе француз офицерӗ. Тата, ҫӗнӗ сатириксӑр пуҫне, урӑх никам та пулас ҫуккине пӗлетӗп эпӗ. Вӗсем пурте ҫав сатирика курма пухӑнаҫҫӗ. Ҫур ҫӗрте вӗсем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтма пуҫлаҫҫӗ. Пуринчен малтан Любишкинсен автанӗ вӑранать. Ӗҫ пирки кала-ха! — Эпӗ-и? Ӗлӗк пуян ҫын пулнӑ плантатор юлашки ҫулсенче хӑвӑрт чухӑнланса пынӑ. — Шатра питлӗ талпас! — хытах ҫилленсе кӑшкӑрчӗ стрепке. Сучок хӑйӗн типшӗм те саралса кайнӑ питне ҫӗклерӗ те кулнӑ пек туса илчӗ. — Ҫывӑрма выртатӑн-и? — ыйтнӑ Фома, унӑн аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртаса. Иккӗшне те хуса ячӗҫ… — Ҫав хӗрлӗ питлӗ хулӑнламасне пӑх-ха эс. — Вӑл чирле тесе сире кам каларӗ? Мӗн тесен те Иван Иваныч ҫак ҫуртрах пурӑнать. Мӗскӗн доктор: Грушницкий вунӑ минут каярах шурӑччӗ те, вӑл унран та шурӑрах. Акӑ, хӑйӗн ученицисем умӗн чул сӑнлӑ Вера Попова утать; юр пӗрчисем унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсем ҫинче йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ; вӑл ҫӑра ҫӳҫлӗ, нимӗнпе те витмен пуҫӗпе сулса илсен, унӑн пасарнӑ шурӑ куҫ тӗкӗсем тӑрук хускалса илчӗҫ. Вара ҫӑнӑх миххи ҫине ларчӗ те, пайтахчен хӑйне хӗрарӑмсем епле юратнине, хӑй вӗсемпе епле паттӑр пулнине каласа кӑтартрӗ. Вӗсенчен пӗри, хӗрарӑм мӗншӗн пынине ӑнланмасӑр, ӑна хаяррӑн тем кӑшкӑрчӗ. Юлашки ҫип татӑкки юлмичченех. Омбу йывӑҫҫи хӑй нимӗнле ҫимӗҫ те памарӗ, анчах телее пула, туратсем ҫинчи темӗн чухлӗ кайӑк йӑвисенче ҫулҫӳревҫӗсем ҫӑмартасем тупрӗҫ. Вӗсем аялалла пӑхмашкӑн та хӑяймарӗҫ. Виҫҫӗмӗш лине те тӑваттӑмӗшпе сыпса ямалла пулчӗ, вара кит тытса тупӑш илме шутланӑ матроссем пуҫӗсене усрӗҫ. — Ӑҫтан эсир? — Мӗн калать вӑл? — тесе ыйтатӑп. — Сӑххисенчен тыт эс, сӑххисенчен… Юлашки шухӑшӑмсем манӑн — мӑшӑрӑмпа ачам ҫинче. — Пур. Эпир коридора тухрӑмӑр. Коридор вӗҫӗнчи хӑрах енчи пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫах тӑратчӗ. Эпир малалла кайрӑмӑр. — Барская пулсан — ан кӗртӗр, — пӑшӑлтатрӗ Петр. Унсӑрӑн приказ та ӗҫе кӗмест. Ҫакна пула ҫеҫ вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗр-шывӗшӗн питех куляннӑ пулин те, унта нихаҫӑн та тавӑрӑнасшӑн пулман. Эпӗ хам йӑлтах урса, тискерленсе кайнине лайӑх туйрӑм, уншӑн савӑнтӑм. Кӳме хӗрри ҫумне пуҫа тайӑнтарса, эпӗ сывлама чарӑнсах Филипӑн хулӑн хура пӳрнисен хусканӑвӗсене шанчӑксӑррӑн сӑнаса пӑхатӑп, вӑл васкамасӑр йӑлӑ туса ҫаклатать те, ал тупанӗпе тата чӑпӑркка аврипе пичеври лашана чышса, пичев патаккисене шайлаштарать. Иккӗмӗш шарикӗ е малтанхи патне кусса ҫитеймен, е ытла та инҫете кусса кайнӑ-и, тен. Эсӗ шанӑҫа тӳрре кӑларайман! — Апла-тӑк, мӗн вара? — Ҫынна култарас килмест! Яланах пире курӑнакан Уйӑх енне Хӗвел вӑхӑтлӑха ҫутатми пулсан, ӑна ҫӗнӗ Уйӑх теҫҫӗ; ку вӑхӑтра вӑл Хӗвелтен ӳкекен ҫутта пирӗн пата ӳкереймест иккен, мӗншӗн тесен унӑн тепӗр енӗ ҫеҫ ҫуталать. Супӑньпе ҫапӑҫать!.. Автор тӗрӗс пулнине ҫырать. Вӑл купецсем ҫинчен, вӑрӑ-хурахсем ҫинчен, чаплӑ ҫынсем пулса кайнӑ фальшивомонетчиксем ҫинчен историсем каласа кӑтартма юрататчӗ; эпӗ ҫавӑн пек историсене кукаҫей каланине нумай илтнӗччӗ ӗнтӗ, кукаҫей кӗнекеҫӗрен лайӑхрах каласа кӑтартатчӗ. Берсенев нумай калаҫма юратмасть, калаҫнӑ чухне те мелсӗр сӑмахсем каласа хуркалать, тытӑнчӑклӑн пуплет, кирлӗ мар ҫӗртенех аллисене сулкаласа илет; халь вара уйрӑмах ун чунне ывӑннӑ тата хурланнӑ чухнехи пек шӑплӑх пусса илнӗ. — Паян тимӗрҫӗпе калаҫса татӑлтӑмӑр. «Эсир фашист вӗт-ха», тетӗп ӑна. Мастерсен пуҫӗсем тӗлӗнче ҫунтарнӑ махоркӑн кӑвак тӗтӗмӗ явӑнса тӑрать, олифа, лак тата пӑсӑлнӑ ҫӑмарта шӑрши кӗрет. — Унӑн ҫулӗ ҫамрӑк-ха, — терӗ Гленарван. Атаманчуков, Филоновски станци патӗнче пырӗнчен аманнӑскер, кӗтӳҫӗ шӑхличи пек ҫинҫе сассипе ним ӑнланмалла мар калаҫать: — Халӑх урса кайрӗ, шӑлӗсемпе тытса кышлӗҫ!.. Ман сӑмахсене вӑл ҫавӑнтах хӑйсен чӗлхи ҫине куҫарса пачӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем хӗрсех канашлама тытӑнчӗҫ. Ватӑ Бульба хӗрӳленнӗҫемӗн хӗрӳленсе пычӗ, юлашкинчен пачах ҫиленсе ҫитрӗ, сӗтел хушшинчен ҫӗкленчӗ те тӳрӗлсе тӑчӗ, урисемпе тапрӗ: «Ыранах каятпӑр. Гришка ура ҫине тӑчӗ. Мӗлкесем кӗскелнӗҫемӗн кӗскелеҫҫӗ, шуйттан мӑйраки пек шалалла кӗрсе пыраҫҫӗ… — М. полкри 2-мӗш батальон ҫакӑ-и? — ыйтрӗ Праскухин, хӑй чупса ҫитнӗ вырӑнта тӑпра миххи ҫӗклене салтак ҫине пырса тӑрӑнса. Мана, ҫула тухнӑскере, ҫитменнине тата почта лашисене илме тивӗҫлӗ хутпа хысна ӗҫшӗн ҫӳрекен офицера, мӗн ӗҫ пултӑр-ха ҫынсен хуйхисемпе савӑнӑҫӗ ҫумӗнче! Шель-им ӑна? Анчах акӑ совет влаҫӗ килчӗ те, мана красноармеецсем хӑйсем патне илчӗҫ. Кун пирки вӑл кайран ытти ҫынсенчен пурпӗрех пӗлнӗ пулӗччӗ, тата манӑн хамӑн та темшӗн ун ҫинчен ӑна каласа парас килчӗ. Пур ҫӗрте те — ҫавнашкал ишӗлчӗксем, йывӑҫ-тӗм утравӗсем; унта та кунта типнӗ каналсем тӑсӑлаҫҫӗ. Тӳперен, ҫу каҫа вӑл пӗтӗмпех тутӑхса шӑтса пӗтнӗ пек, татти-сыпписӗр ҫумӑр тӑкнӑ. Мина старик унӑн хутне кӗрес пек итлесе тӑчӗ. Вӑл чӗнтернӗ пулсан, никам та ун патне пымасӑр юлма е паллӑ кунсенче ӑна тивӗҫлӗ хисеп тума Покровски салине пырассинчен пӑрӑнма хӑяйман. Чӗрӗ эрешмен ҫиес килмест-и? Тӳрлетӳсен авторӗсем хальхи обществӑна мар, малашнехине, классем тек ҫук тата рабочисемпе хресченсем пӗр коммунистла обществӑн труженикӗсем пулса тӑрас обществӑна асра тытса калаҫаҫҫӗ пулас. Атьӑр — хуҫашӑн урра кӑшкӑрар! Вара вал ҫапла пӑшӑлтатрӗ: — Зеланди… Ланд… Е кам та пулин айӑплах пулсан, пурпӗрех кам та пулсан урӑххи айӑплӑ — эпӗ мар. Вӑл темскер пӑшӑлтатрӗ, анчах сасси ҫав тери вӑйсӑр пулнипе, нимӗн те ӑнланма пулмарӗ. Эпӗ уҫҫӑнах курса тӑраттӑм: хуҫасем хӑйсене хӑйсем хулара чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ, вӗсем ҫыннӑн хӑйне мӗнле тытмалли чи тӗрӗс правилисене пӗлсе тӑраҫҫӗ, ҫав эпӗ уҫҫӑн пӗлмен правилӑсем ҫине тайӑнса, вӗсем пур ҫынсене те ним хӗрхенмесӗр пит хыта тиркеҫҫӗ. — Мӗн пулнӑ сире? — тесе ыйтрӗ майор. Вӑл пилӗк таран пӗчӗк юханшывра тӑратчӗ, ҫыр хӗрринчен ун ҫине ӗнтӗ чӑпар тискер кайӑк тапса сикме хатӗрленнӗччӗ, эсир, мексиканецсем, ӑна тигр тетӗр. Ерофей Кузьмич килсе кӗчӗ. — Кайрӑмӑр! — ответлерӗ Гленарван ҫӗр ҫинчен. — Эпӗ ӑна республикӑри чи пысӑк ҫын тӑвасшӑн! Анчах та — шел! — Нимӗн иккӗленмесӗрех талант! темелле. Ҫавӑн пек ӑнлантарнипе Плутон пӗтӗмпех ҫырлахнӑ та сӑмахӗ те пӗтнӗ. — Эх, мӗнешкел ӑмсанатӑп эп сана! — пӗртте кӗтмен ҫӗртен хушса хучӗ вӑл, пурте крыльца ҫине тухсан. Эпӗ его величествӑна хам сӑмах панине ҫирӗп тытса тата аслӑ пуҫлӑхӑм Лилипути императорӗ ирӗк панипе кунта хӑватлӑран хӑватлӑ монарха куҫӑн курас тесе, вӑл мӗн тума хушнисене, вӗсем эпӗ Лилипутие тӗрӗс пӑхӑнса тӑрас тивӗҫлӗхсене хирӗҫ пымаҫҫӗ пулсан, пурне те тӑвас тесе килтӗм, терӗм. Ҫук, Луиза уншӑн мар, урӑххишӗн пӑшӑрханнӑ. Пью ҫавӑнтах вилсе кайрӗ. Акӑ хайхи ӗмӗтленнӗ кун та ҫитнӗ! — Кун пирки иккӗленсе тӑман эпӗ, — терӗ кӑмӑллӑн ученый. «Апла вӑрҫӑ пулмасть?» тепӗр хут ыйтнӑ Тарас. Кӑнтӑр тӗлӗнче кӑштах лӑпланнӑ ҫил ҫак хурлӑхлӑ вырӑнта вӑшӑл-вӑшӑл вӗркелесе илет. — Хӑш-пӗр чухне хам пуҫа мӗн пыра-пыра кӗнине каласа парас пулсан, эпӗ вӑтаннипе ниҫта кайса кӗме пӗлмӗттӗм. — Урусем тӗрӗс-тӗкел пулччӑр, аттушӑн мӗн кулянмалли? — Пӗтӗмпех ҫапла, ҫапла! Вӑл хӑйӗн ҫирӗпсӗрлӗхӗнчен вӑтанчӗ. Вӑхӑт ӗнтӗ, Любовь, вӑхӑт! Часах унашкал шутлама та пӑраха пуҫларӑм. Манпа калаҫасси те, пиччӗшӗпе калаҫасси те, Любовь Сергеевнӑпа калаҫасси те хӑйшӗн пӗрешкел пулнине Варенька ӗненмелле кӑтартнӑран, эпӗ ун ҫине питӗ ансат пӑхма хӑнӑхрӑм, ҫынна хӑй йӑпану кӳнине кӑтартнӑшӑн хӗрӗн вӑтанмалла та мар, хӑрамалла та мар, тесе шутлакан пултӑм. — Мана вӗсем кунта ҫӳренӗ пек туйӑнчӗҫ. Ҫапла майпа манӑн ӗмӗт нимӗн чухлӗ те пӑтрашмасть, хама та савӑнӑҫлӑ пулать… Ҫук. Волошин майор пӗр алӑ ҫулалла ҫитнӗ ҫын. Юлашки ҫулсенче вӑл ытлашши мӑнтӑрланса, шыҫмакланса кайнӑ. Ҫавӑнпах-и тен, унӑн пысӑк та йывӑр кӗлетки ытла вӑр-варах ҫаврӑнкалассӑн туйӑнмасть. Лось ӑна мӗнле вӗҫесси пирки кӗскен каласа кӑтартрӗ, пулма пултаракан теветкеллӗх пирки асӑрхаттарчӗ. Тепӗр кунне ун патне хӑйӗн адвокачӗ пынӑ. — Ну, старик, сывлӑхӑр ытлашши аптӑрасах каймасть пулӗ вӗт сирӗн? Банкет тусан вара, — турӑ ҫырлахтӑрах! Фейврексем тӑваҫҫӗ, чуччу ярӑнаҫҫӗ! Иконин пӗр сӑмах та каламарӗ. — Ну, Лопухов, мӗнле? Ҫапла ҫӑлӑннӑ вӑл, анчах унччен малтан унӑн сахал мар пӑлханса ҫӳремелле пулнӑ. Ӑна уҫнӑ чух вӑл ун ӑшӗнче, ҫырусӑр пуҫне, темле хытӑ япала пуррине сисрӗ. Вӑл, кӑмӑлӗ пулсан, сан инкекне ним те мар сирсе ярать. Погорельски почтальонӗ пек, вӑл ҫирӗм пилӗк ҫул хушши хӑй ӗҫне питӗ тӗрӗссӗн туса тӑнӑ. Вӑл, малалла мӗн пуласса кӗтсе, нимӗн те чӗнмесӗр ларать, хӑйне хӑй ӑш вӑрканӑ пек, аван мар пек туять. — Иртерех кил, эпӗ санпа пӗччен чухне калаҫас тетӗп. — Джим урине татас пирки. Ун патне хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ студент пырса, ӑна хуллен кӑна, пӑшӑлтатнӑ пекех темскер каланӑ чух, вӑл пӗтӗмӗшпех темле пӑчӑртанчӗ, тата пӗчӗкрех пулса тӑчӗ, ун ҫине хӑрарах пӑхрӗ те аллисене ҫурӑм хыҫне е сӗтел айне пытарчӗ. Юханшыв пӗрре ҫӳллӗ тӗмескесем хушшипе, тепре ҫап-ҫара хӑйӑрлӑ ҫӗрсем хушшипе юхса иртет. «Хаклӑ Иван Павлыч! — ҫыртӑм эпӗ аяккинерех пӑрӑнса, мӗншӗн тесен ман ҫине хӗрарӑмсем пӑхатчӗҫ, эпӗ вара хам пӑлханнине вӗсене кӑтартасшӑнах марччӗ — пӗлместӗп ӗнтӗ, каллех сирӗн пата кӗрсе тухасси пулӗ-и. Шинельне Мӗкӗтене памасӑрах Чартков хӑйӗн студине, художнике кирлӗ ӑпӑр-тапӑрпа: гипсран тунӑ алӑ татӑкӗсемпе, рамкӑсемпе, карса хунӑ пирпе, туса пӗтермен эскизсемпе, пукан ҫине ҫакса хунӑ драпировкӑсемпе тултарнӑ пысӑк та лутра, шӑннӑ чӳречесемлӗ тӑваткал пӳлӗме кӗчӗ. 5, 10, 15 километр кӑтартать мӗн ҫӳлӗшне хӑпарнине кӑтартакан виҫе. — Пирӗн пата килеҫҫӗ! — терӗ Ерофей Кузьмич, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах. — Сывӑ пулӑр, — тавӑрнӑ шӑппӑн Ливингстон. — Лайӑх ачасем! — терӗ маркитантка. Хурӗ, мӑйне хутлатнӑ та, пӗр вырӑнта пускаласа малтанхи пекех тем ҫинчен хӑвӑрттӑн, хӗрӳллӗн калаҫнӑ. Ҫулҫӑсемпе курӑксем ҫинче сывлӑм шывӗ ҫут шӑрҫа пек йӑлтӑртатать. Тавӑрса каласшӑн пулмасӑр, Давыдов хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ те тӳрех ӗҫ ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ: — Ман сана, кӳршӗ, кӳрентермелли сӑмах каламалли пур. Ӗҫмелли шыв тултарнӑ пичкесем тиенӗ шлюпка карап патне кайнӑ хыҫҫӑн икӗ сехетрен каялла таврӑнчӗ, шлюпка ҫинчи матроссем карап капитанӗ мана хӑй патне илсе пыма хушни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Мӗншӗн эсӗ панулми юрататӑн? — кусем те туйӑма пула. Лавӗнчен уйрӑлса Тимофей ун патнелле ыткӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах Фрол Рваный ӑна хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахса каялла тавӑрчӗ. Кашни ҫын ҫип ҫинче ҫакӑнса тӑрать, ун айӗнче тӗпсӗр шӑтӑк кашни минутрах сарӑлса кайма пултарать. — Ку ӗнтӗ чӑнах та ҫавӑн патне илсе пырать, — тесе кулса ячӗ Элен. Купецсен пурне те вӗренмелле, пурнӑҫри пур вырӑнсене те тӑмалла, а эсӗ… Ҫинҫе кӑна, самаях кукӑрлӑ-макӑрлӑ ҫурӑк, тӑвӑр та кӑткӑс ҫулсемпе урлӑ каҫах пӑралаттарса тухнӑскер, пулнӑ чулра. Ҫак кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын мӗнпурне ҫунтарма ҫеҫ, ҫакса вӗлерме ҫеҫ хушать, ҫap советӗнче вӑл пурне пӗтерме ҫеҫ канаш парать. — Сударыня, — терӗ юланутлӑ ҫын ҫепӗҫҫӗн, карета патнелле пырса, — сирӗн пур чаршавсене те карса лартас пулать. Халӑх алӑк патнелле тапраннӑ чух каллех Австри гимнӗ илтӗнсе кайрӗ. Хам мӗн тери сехӗрленнине пӑхмасӑрах, ҫав минутра эпӗ ҫакна шухӑшласа илтӗм: «Акӑ мистер Эрроу хӑйне пӗтернӗ рома ӑҫтан илсе тӑнӑ», терӗм. Ирхи кайӑксене тытмашкӑн сеньор Дофер ӗнтӗ хӑйӗн капкӑнне уҫнӑ пулӗ. Унӑн сасси ҫеҫенхире ахрӑм пулса саланчӗ, ҫавна ман йывӑр кустӑрмасем аяккалла темле ухмахла япалана кустарса кайнӑн туйӑнчӗ. Килсе ҫаклантӑм та иккен эпӗ!.. Мӗнле? Анчах мучи илтмерӗ. — Кӗлтунӑ, патша! — тавӑрна купсасем. Курӑнсах тӑрать, ҫавӑн чул вӑйлӑ чӗрчунсене йытӑсем кӗтӗвӗпе хирӗҫ тӑрсан та ҫӗнтереймеҫҫӗ. Авӑ мӗнле! — алӑ парать! Эсӗ мана шан кӑна, хӑвӑн вӑрттӑнлӑхна уҫса пар. Ҫапӑҫу хирӗнче сасартӑк кӗтмен ҫӗртенех килсе тухнӑ телей вӗсене ӑнран каймаллах савӑнтарчӗ иккен, ҫавӑнпа та халь вӗсем ним те ӑнланса илме пултараймаҫҫӗ, вӗсен кӑшкӑрашӑвне куҫҫульне те никам та чарма пултарас ҫук пулмалла. Прихотлив и похотлив:Жмется к девкам… Анчах та чи хӑрушши — урасем. Вӗсем халӗ те, лӑпкӑн каннӑ вӑхӑтра, малтанхинчен хытӑрах ыратаҫҫӗ. Ларӑр. Ҫут ҫанталӑка лайӑх пӗлекен Халл капитан ӑна ҫак пит те тӗрӗс кӑтартакан инструментпа усӑ курма вӗрентнӗччӗ. Кораблева эпӗ пӗрремӗш рете кафедрӑна хирӗҫех лартрӑм — хам тухса каланӑ чух ӑна малти ретре курмашкӑн хӑнӑхнӑ-ҫке-ха. «Ҫакса вӗлермелле, ҫакса вӗлермелле ӑна!» тенисем илтӗнсе каяҫҫӗ. Вӑл кӗпӗрленсе тӑракан хресченсем патне шӑпах лавпа жандармсем площаде кӗнӗ самантра ҫитсе тӑчӗ. Юлашкинчен Павел тата унпа пӗрле тепӗр икӗ ҫамрӑк ҫын килчӗҫ, амӑшӗ вӗсене паллать, иккӗшӗ те — фаврикӑра ӗҫлекенскерсем. Мӗнле усал хушрӗ-ха мана ӑна сыватмашкӑн, — тесе хушса хучӗ вӑл шӑл витӗр. Утлӑ-гвардеецӗ эп унта чух ачаччӗ, тин ҫеҫ шкултан вӗренсе тухнӑччӗ-ха вӑл ун чух. Ют ҫынсен пӳрт хыҫӑсенче миҫемӗш кун тӗршӗнсе выртатпӑр ӗнтӗ, лаша вӑррисем е вак-тӗвек вӑрӑсем пек пытанатпӑр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастпӑр, анчах ним усси те ҫук! Унсӑрӑн ырӑ мар ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ. Эпӗ ӑспа мар, шухӑшпа мар, пӗтӗм чун-чӗрепе, пӗтӗм ӳт-пӗвӗмпе юрататӑп. Ҫак вӑхӑтра ӑна пӗр хӑюллӑ шухӑш ҫавӑрса илнӗ, ҫав шухӑш вара ӑна пӗтӗм Шотландире паллӑ ҫын пулса тӑма пулӑшнӑ. Эпир кукаҫейӗн ҫӑкӑрне вуҫех ҫимен пулсан та, вӑл ҫапах:— Харам пырсем! — тесе мӑкӑртататчӗ. Часах пурте Пугачев ҫинчен сӑмахлама тытӑнаҫҫӗ. — Кам пӗлет?.. 1710 ҫулхи сентябрӗн 7-мӗшӗнче эпир Портсмутран тухса кайрӑмӑр, вунтӑваттӑмӗш числара вара Тенериф патӗнче Бристольрен тухнӑ Пококк капитана тӗл пултӑмӑр. Вӑл Кампешине сандал йывӑҫӗ илме каять. Ун ҫине пӑхсан, нимӗн хӑрамалли те ҫук темелле, унӑн пичӗ ҫинче вӑл хӑранине кӑтартакан паллӑсем те курӑнмаҫҫӗ. Ҫак самантра вунӑ ҫулҫӳревҫӗ Том Аустина ҫавӑрса илчӗҫ, вӗсем ун ҫине тинкерсе пӑхса тӑраҫҫӗ. Каҫпа садра, пӗчӗк беседка патӗнче, Дубровские тӗл пулассине вӑл шансах тӑнӑ, унта кайса, ӑна кӗтме шут тытнӑ. Болгарие вӑл ӑна ирӗке кӑларас тенӗ таса ӗмӗтпе таврӑнчӗ ҫав. Кам манран вӑйлӑрах кунта? — Ку, ҫавӑ — тейӗпӗр, мӗнех вара? — ӗҫлӗхлӗн ыйтнӑ Яков Тарасович. Усси пулнӑ-и ҫавсене пӗлнинче? — Эсир темӗн каласан та, пичче, анчах, кунта пурте урӑхла, эпӗ хамӑн куҫӑмпа курнисене те аран ҫеҫ шанатӑп. Марья Кириловна ӑна хирӗҫ хӑй малтанах шутласа хунӑ фразӑна каларӗ:— Эсир ыйтнине йышӑнса кунта килнӗшӗн мана ӳкӗнмелле тумӑр тесе шанатӑп, — терӗ вӑл. Чума хыҫҫӑнхи пекех — вӑл хӑйӗн кӳренӳ юлашкине ҫилпе вӗҫтерсе яма пурне те, пӗтӗмпех ҫунтарса ярӗ… Эс кунта хӗл каҫма шухӑшламастӑн пулӗ те? Унӑн отвечӗ хӗрарӑмсене култарса янӑ, арҫынсене юптаруллӑн калаҫтарса илнӗ. Корчагина кӗтетӗп. — Ҫакӑнтах, эпӗ ӑна аякран пӑхса тӑтӑм. Мӑн ҫул ҫине тухсанах, тӗмсем пур, тӗмсем тӗлӗнче пысӑк юман маяк ларать, — ҫавӑнтан пӑрӑнмалла та. Пӗр ытла салхулантаракан хыпар хыҫҫӑн, ман штурман:— Тытӑнса тӑрӑпӑр-и, Саня? — тесе ыйтрӗ. Никама та лайӑхах пулмарӗ ӗнтӗ. Ирӗксӗрех ун пуҫне ваттисен: «Запорожецсем вӗсем пӗчӗк ачасем пекех: сахал пулсан — ҫисе яраҫҫӗ, нумай пулсан та нимӗн те хӑвармаҫҫӗ» текен сӑмахӗсем килсе кӗчӗҫ. Тӳпере нимӗн те ҫуккипе ҫыран хӗррисен мӗнпур кукрисене курма пулать. Воропаев ӑна калаҫма чӑрмантармарӗ, ҫурчӗ-мӗнӗ ак уншӑн пулсан хуть пур, хуть ҫук, маншӑн пурпӗрех вӑл, тенӗ пек курӑнма тӑрӑшрӗ. Эпир кӑштах лӑпланатпӑр ҫеҫ, эпӗ Люба ҫине пӑхатӑп та пӗр вӑхӑтранпа йӑлана кӗнӗ хамӑр юратакан сӑмаха, яланах култарса яраканскере, калатӑп, вара эпир каллех ахӑлтатма пуҫлатпӑр. Сире кам асӑннине пӗлетӗр-и? Анчах кучер, хӑйне лекесрен хӑраса, лашисене ҫапрӗ те лешсем хускалса кайрӗҫ, аллине вӗҫертме ӗлкӗрнӗ Андрий вара ӳпне-питне тӳрех пылчӑк ӑшне кӗрсе ӳкрӗ. Тоня ун ҫине кулӑшла йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхрӗ. Дю-Буабертло капитан калать иккен: — Его величество королӗн морякӗсем! Ывӑлӗн асаплӑ та шуранка сӑн-питне тата хохол йӗрӗнереххӗн пӑхнине аса илет кӑна — темшӗн хӑйне намӑс пулнӑ пек туйса пичӗ пӗҫерсе каять, аллисем, хӑраса-сехӗрленсе, клавиатура ҫийӗн сывлӑшра ҫеҫ вылянкаласа илеҫҫӗ. Такамӑн ӗҫчен аллисем пӗчӗк масара ешӗл картапа ҫавӑрнӑ, чылай вилтӑприсене чӑрӑш лӑссинчен тунӑ кӑшӑлсемпе илемлетнӗ. Ҫынсем ҫук. «Суятӑн эсӗ, шуйттан ывӑлӗ!» терӗ Бульба: «эсӗ ху йытӑ! Вӑл кун тупӑкҫӑ Разгуляйран Никитски хапха патне, Никитски хапха патӗнчен Разгуляйа темиҫе те хутланӑ: каҫ енне кайсан тин, пур ӗҫсене те туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл извозчикне киле янӑ, хӑй килелле ҫуран утнӑ. Пирен пӑртак сивӗ пӑлан ашӗ тата кукуруза ҫӑкӑрӗ пур; ӑшӑттарас килет пулсан, эпӗ халех ашне ӑшӑтса паратӑп. Пурте паллӑ! Эпӗ ӑна: «Бэ-э!» — терӗм. Килте ирхи апат ҫиме ӗлкӗреймерӗм тесен, мана пурпӗрех ҫитереҫҫӗ, кӑна эпӗ пӗлсех тӑратӑп. Вӑл хӑрать-и! Ерофей Кузьмич тӗлӗннипе хытсах кайрӗ. Василий Иванович ӑна итлет-итлет те, сӑмсине шӑнкарать, тутӑра икӗ аллипе ҫавӑркалать, ӳсӗрет, ҫӳҫӗсене вирелле тӑратать, юлашкинчен, чӑтса тӑраймасть: Аркадий патнелле пӗшкӗнет те, ӑна хулпуҫҫинчен чуптуса илет. Вӑл хӗрхенме пуҫларӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата ӑна шутсӑрах ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайрӗ. Хӑй ҫав юн юхтаракан усал ҫын ҫинчен судра каласа кӑтартнӑранпа вӑл яланах хӑраса ҫӳретчӗ, хӑраса ҫӳресси хӑйшӗн йӗпле йывӑр пулнине вӑл халӗ ҫеҫ чӑнипех ӑнланса илчӗ. Ҫӑра мӑйӑх айӗн унӑн ҫӑварӗнче шултра сарӑ шӑлсем йӑлтӑртатнӑ. Слободка хӗрринчи пӗчӗк ҫеҫ ҫурта ҫынсем асӑрха пуҫларӗҫ; унӑн стенисене вуншар шанмасӑр пӑхакан куҫ хыпашлама тытӑнчӗ. Манӑн кунта киле-киле ҫӳреме вӑхӑт ҫук! — Куна итлеме манӑн вӑй ҫитмест! Пысӑк алмаз, вӑрман мӑйӑрӗнчен те пӗчӗкех марскерне, леҫтернӗ унтан вӑл Соломон патне. Унӑн куҫӗсенчен каллех куҫҫулӗ пӑчӑртанса тухнӑ, ӑшчикӗ тулса ҫитнипе тухнӑ куҫҫуль пулнӑ вӑл. Анчах эпӗ вӗсене тӗрӗссипе татса каламарӑм. Васкамасӑр ҫитес тесе, вӗсем килтен ҫутӑллах тухрӗҫ. «Карьера ҫине сурать» — кӑна ытла хытӑ каларӗ вара. Дивизи штабӗн телеграфисчӗ «морзе» паллисене ҫыракан аппарат умне хутланса ларнӑ та пӳрни айӗнчен ҫӗлен пек авкаланса тухакан ансӑр лентӑна яра-яра илет. Бланк ҫине пӑнчӑпа тиресенчен пулнӑ сӑмахсене хӑвӑрттӑн ҫыра-ҫыра пырать. «Пӗрремӗш дивизин штаб начальникне. Копине Шепетовка хулин предревкомне. Нивушлӗ эпир капла тӳрех хамӑра тӗпсӗр тинӗсе ҫӑтса антарма путаракан шыв патне ишсе пыратпӑр вара? Ура ҫине тӑрас пирки Алексей хӑраса иккӗленчӗ. — Эсӗ тӗрӗс калатӑн, Рэчел, — эпӗ мансах кайнӑ. — Ҫук, — терӗ Гленарван. Вӑл виҫӗ эрне чирлесе выртрӗ, сывалма та пуҫларӗ темелле, анчах ӑна каллех темскер килсе «вӑрӑнчӗ!». Пӗр турӑ ҫеҫ хаклӑ; пуринчен те тасалнӑскер, хӑвӑн чун таврашӗнчен ҫӗр ҫинчи тӑлӑсене татса пӑрах, вара турӑ курӗ: эсӗ — пӗччен, вӑл — пӗччен! Пурин ҫинче те уяв сӑнӗ курӑнать. Вӑл аттисемпе таплаттарса утса кайрӗ. — Эсир шӳт тӑвассипех, батюшка Кирила Петрович, — именерех кулса илчӗ Антон Пафнутьич, — чӑн та юхӑнса ҫитрӗмӗр, ҫука ертӗмӗр ӗнтӗ, — терӗ те Антон Пафнутьич, хуҫан шӳтне ҫуллӑ пулӑ татӑкне ҫинипе пӗрле ирттерсе ячӗ. Вӑрмана кӗчӗҫ — унта нумайччен аташса ҫӳрерӗҫ, унтан ялти хупахра тӑраниччен ирхи апат ҫирӗҫ; сӑртсем ҫине хӑпарчӗҫ, илемлӗ вырӑнсемпе киленчӗҫ; аялта иртсе пыракан, вӗсене курӑнман ҫын хытӑ та янравлӑ сасӑпа вӗсене вӑрҫса иличченех ҫӳлтен чулсем кустара-кустара антарчӗҫ; ҫав чулсем, кроликсем пек, кулӑшла та тӗлӗнмелле сиксе пынине пӑхса аллисене ҫупрӗҫ; унтан, ури-аллисене сарса, сарӑ-кӗрен тӗслӗ лутра та типӗ мӑк ҫинче выртрӗҫ; тепӗр хупахра та сӑра ӗҫрӗҫ, пӗр-пӗринпе хӑшӗ аяккарах чупать тесе ӑмӑртмалла чупрӗҫ, юрларӗҫ. Вулич хӑтланчӑшӗ ҫинчен тӗрлӗрен калаҫса, часах пурте килӗсене саланчӗҫ, мана ӗнтӗ эгоист та, терӗҫ пуль, мӗншӗн тесен эпӗ перӗнсе вилес текен ҫынпа тупӑшрӑм; мансӑр пуҫне вӑл ҫакӑн пек майлӑ вӑхӑт тупайман, тейӗн ҫав!.. Кашни ҫулҫӳрекен кичем ҫул ҫинче пухӑннӑ мӗн пур ҫиллине станцӑ пуҫ-лӑхе ҫине кӑларса тӑкать. Дубава ушкӑнне строительствӑран илсе, Пуще-Водицӑна куҫарчӗҫ. Ӑна унтан ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул валли паровозсем тата утмӑл пилӗк платформа куҫарса илме хушрӗҫ. Хӑшпӗр чух повӑр мана ҫав кӗнекесене пӑхса тухма, вӗсен пӗтӗм титулӗсене каласа пама хушатчӗ, — эпӗ вулаттӑм, вӑл ҫиленсе мӑкӑртататчӗ: — Шутласа ҫыраҫҫӗ, эсреметсем… Вилетӗп-и вара эпӗ?» Темлерен икӗ ултавҫӑ тӗл пулнӑ та, вара… — Ман алла лекмесӗр те вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасса эпӗ шансах тӑратӑп, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Геркулес. Ҫаксем пурте Фоман асне картӑннӑ, ӑна вӗсем умӗнче йӑлтах аптратса янӑ, — мӗнле-ха вӗсем, турӑран ҫырлаху килессе ӗненме пӗлекенскерсем, этемсем тӗлӗшпе ҫав тери хытӑ чӗреллӗ? — тесе суйланнӑ вӑл. Вӑл хӑй юратнине ытла та тӗлӗнмелле, пулма пултараймасла палӑртать пулин те (тӗслӗхрен, Машӑна тӗл пулсан, вӑл яланах ӑна мӗнпе те пулин ыраттарасшӑн, е чӗпӗтет, е ывӑҫ тупанӗпе ҫапать, е хӗр сывлӑшне аран-аран ҫавӑракан пуличченех хытӑ чӑмӑртать), вӑл чӑнласах юратать, ҫакна Николай хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама килӗшменни ҫинчен татӑклӑн каланӑ хыҫҫӑн Василий ӗҫке ерни те кӑтартса парать, вӑл хупахсем тӑрӑх ҫӳреме, чарусӑрланма пуҫларӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл хӑйне япӑхтарса ячӗ, ҫавӑнпа ӑна полици пӳртӗнче пӗрре ҫеҫ мар намӑслантарса ҫаптарчӗҫ. — Вӗсем ҫавнашкал нумаййине пӗлмен эпӗ. Анчах ҫак лӑпкӑлӑха сасартӑк пӗр ӗҫ, пӗр-пӗрин хушшинчи харкашу сиксе тухса пӑсса хучӗ. Пӗри хӑйӗн малти урисемпе ман тумтир ҫухавинчен ҫаклатса илчӗ. «Ҫӗнтерӳҫӗсене салам» — тет виҫҫӗмӗшӗ! Маша ман кӑкӑрӑм ҫине лӑпчӑнчӗ те ӗсӗклесе макӑрчӗ. — Ҫапла, чӗнтертӗм ҫав. Марийка чарӑнса тӑчӗ, хуллентерех каларӗ: — Пӗчченех кай. Халӗ Воропаев калаҫакан чул пекех пулса тӑчӗ, ӑна нумай тӗрлӗ ӗҫ шанса пама пулать, тата вӑл ҫав ӗҫсене тӑвайӗ-ши, тесе иккӗленмелли те ҫук, мӗншӗн тесен унӑн урӑх нимле ӗҫ те ҫук тата вӑл яланах пӗр вырӑнта. — Туттисем сахал мар, чунӗсемпе тӳррисем ҫук! — терӗ хохол. Ҫавӑн пек каҫсенче вара яланах мана хулари икӗ ҫын аса килеҫҫӗ: «Ф. Калугин тата 3. Небей». «Сехет ӑстисем» тата тӗрлӗрен аппаратсене, хирурги инструменчӗсене, ҫӗвӗ ҫӗлемелли машинӑсене, пур йышши музыка ещӗкӗсене тата ыттисене те юсаса тӳрлетме йышӑнаҫҫӗ». — Мерси, — терӗ ӑна Зинаида. Ҫапла вара королева ҫак калаҫусене итлет, музыка тӑнлать, анчах хӑнасенчен пӗрин ҫине те пӑхмасть. Тухса кайиччен пӗр кун малтан вӑл кунӗпех госпиталь тӑрӑх пӑлханса, савӑнӑҫлӑн хумханса ҫӳрерӗ. Ҫывӑрмалла! — терӗ Устенька, арба айне майлашӑнса выртса. Мӗн шуйттанӗшӗн эпир пуля айне кӗтӗмӗр-ха? Пӗрре, чылай кунсем иртсе малашне кӗтме те вӑй пӗтсе ҫитнӗ хыҫҫӑн, амӑшӗ, ывӑлӗнчен те каях мар хумханса, пӳрте кӗчӗ те:— Ленинградран почта килчӗ!!! — терӗ. Унтан вӑл тусемпе тӳпе ҫинелле пӑхать, вара унӑн аса илсе шухӑшланисем те, ӗмӗчӗсем те аслӑ ҫутҫанталӑкӑн ытарайми илемӗпе варкӑшӑнса хутшӑнса каяҫҫӗ. — Эпӗ те килӗшместӗп, — терӗ Санин хыҫҫӑн ун тӑшманӗ. Паян асӗ ытла та ывӑннӑ. Индеецсем ҫывӑхра тенӗ хыпар вара — вӑл пачах урӑхла япала. Вӑл хамӑр ҫын, — терӗ ҫирӗппӗн Разметнов. Ун шучӗпе халӗ ӗнтӗ Иван Никифорович ҫыннисем пурте пухӑннӑ. Вандеецсем ҫапӑҫу хирӗнчен тарма вӑтанса тӑман. — Пӗлместӗп, — хуллен те хӑрарах ответлерӗ Коля. Куса курӑнман лашасем, тулхӑрса, урисемпе шыва чаплаттарса, чарӑнса тӑчӗҫ, самӑр кучер Яким, ҫемҫе кӑмӑллӑ та йӑваш ҫын, лашасене хӑюсӑррӑн ачашласа лӑплантарчӗ. Лешсем чарӑнчӗҫ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Том татах тепӗр хутчен чаплӑ герой пулса тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫав шанчӑк йӑлтах ҫухалать — айӑпланакан хӑй вӗлернӗ факт ҫинчен татса калать. Кораблев та, яланхи пекех, шкула ирпе вунӑ сехетре килетчӗ. Кама эпир ш-ша-ал-ти тӑшмансем тетпӗр? Хытӑ хутлатнӑ вӑл Дегтяренкона, — ҫӗр ҫине сӗтӗрсе антарнӑ та, ун ҫинелле хӗҫне сулса ярса: «сиртен, йытӑ-козаксенчен, мана хирӗҫ тӑма хӑякан ҫын пӗри те ҫук!» тесе кӑшкӑрнӑ. — Мана тӳлесе илчӗҫ. — Эпӗ сывӑ, ыттисем те пурте сывӑ! — терӗ Павел сивӗреххӗн. Атте, етрене аллине илчӗ те йӑл кулмасӑр чӑтаймарӗ. Вут-ҫулӑмӗ ӗнтӗ ҫӳлелле кармашса ун урисене ярса илчӗ, пӗтӗм йывӑҫ тӑрӑх явкаланса хӑпарса кайрӗ… Ҫул ҫинче юр тасатса ҫӳресен те кунтинчен авантарах, кунта вӗт… вилӗ шӑтӑкӗ, жулик ҫинче жулик ларать. Мӗн пӑхатӑн эсӗ? Хамран аслӑ ҫынсене, уйрӑмах аттене, пӗр иккӗленмесӗр хисеплеме хӑнӑхнӑран, хам мӗн курни ҫинчен ним шухӑшлама та аптрарӑм. Мӗнле танлаштарма пулать ӑна Эмерсонпа! Унӑн воспитани ҫинчен те, физиологи ҫинчен те, нимӗн ҫинчен те нимӗнле идея та ҫук. Хӑвӑн ятна ан яр. — Сударыня, тет ӑна, кӑшт асӑрханарах пурӑнӑр, сирӗн усал хаярлӑх ҫинчен сӑмах-юмах Петербурга та ҫитнӗ! Эпӗ сана нимпе те ямастӑп. Савни ман пулайман-ха… Аркадий тенкел ҫинчен сиксе тӑчӗ. Сасартӑк сисчӗвӗн кӗтмен хӑрушлӑхӗ ҫавӑрса илчӗ мана. Веткин, тӗслӗхрен, юлташӗсем хӑнана пырсан, яланах: «А, мӗн, Бузескул, нӳхрепре пӑртак юлнӑ-им пирӗн шампански?» — ыйтатчӗ хӑйӗн тиншӗк-молдаванӗнчен. Ҫапах та хирӗҫтереймерӗм пулас-ха эпӗ вӗсене. Ӑнӑҫлах тухайман страницӑсем хыҫӗнчен вӑл хӑй ҫырма тытӑнать. — Эпӗ ҫав тери шӑннӑччӗ, ывӑннӑччӗ тата — чӑннипе калатӑп сире — сирӗн докладӑра ҫав тери кӑмӑлласа итлерӗм… — Темӗнле ӑнлантарма тӑрӑшсан та — пулӑшаймӗ, хаклӑ полковник. Мӗн калаҫмалли пур вара, парӑр ирӗк, кӑштах силлесе илем сире. Ҫав каҫхине пиратсем ҫӑмарта пӗҫерсе пит аван апатланчӗҫ, тепӗр кун ирхине те, эрнекун, питӗ аван ӗҫсе ҫирӗҫ. Алвишран хайӗнченех Ливингстон тинтерех ҫеҫ Бангвеулу хӗрринчи негрсен пӗчӗк ялӗнче виллине пӗлсен, вӑл мӗнлерех кулянса ӳкни каламасӑрах паллӑ. — Мӗнле апла? Вӗсем пире партири ҫӗнӗ хыпарсене каласа парасшӑн. Сатурн ҫӗрӗ пек ҫаврашка кӑшӑлпа хитреленсе тӑрать, Хӗвел системинчи пӗр планета та ун пек мар. Анчах ку ҫаврашка пачах урӑх майлӑ. — Ах, Уэлдон миссис! Эсир йывӑр вӑхӑтра икӗ хут ытларах кулянтӑр пуль. Вӑхӑта ирттерни кӑна пулать. Ещӗк тӗпӗнче Артурӑн вунӑ ҫулхи ача чухнехи портречӗ выртнӑ, — ку вӑл унӑн пӗртен-пӗр портречӗ пулнӑ. Говэн тепӗр енчен тапӑнма шутланине вӑл хирӗҫлемерӗ. Аманнисемпе чирлисене Бородин халех полевой госпитальсене ӑсатма хушрӗ, ыттисем пурте виҫӗ кун хушши канччӑр, терӗ. — Ара пӗлмен-им эсир, манӑн вӗт тӗнчен пилӗк пайӗнче те юлташсем пур. — Чан-чӑн большевикчӗ вӑл, Петя, — терӗ Озеров, каштах пуҫне ҫӗклесе. Пугачев, эпӗ свидетельсем умӗнче каласа парасшӑн мар тесе пулас, хӑй юлташӗсене тухма каларӗ. Операци тума ӑна икӗ хӗр пулӑшнӑ; пурне те ӑнӑҫлӑ туса пӗтерсен, ҫав хӗрсем аманнӑ ҫынна таҫта, ҫурт ӑшнелле илсе кайрӗҫ; уҫӑ театрӑн сцени ҫине кӗнӗ пек, горницӑна, патак ҫине тӗренсе, урине васкавлӑн бинтпа ҫыхтарнӑ красноармеец кӗрсе тӑчӗ. Ҫак пӗр пус историне, епле пулсан та, хаҫата кӗртмелле тӑвас пулать… Ну, кӳр-ха кунта сенӗкне! Ҫӑка ӗнтӗ такам хӳме урлӑ пан улми вӑрлама каҫнӑн туйӑнчӗ карчӑка. Вӑл мӑйӗ ҫинчи ҫинҫе шнурокпа ҫакӑнса тӑракан гранат хӗресне тытса хытӑ туртрӗ те, ҫаккине татса, хӗресне Санина пачӗ. Ун пек пулсан, эпӗ каятӑп. — Эх, юратнӑ тусӑм, — терӗ Базаров, — мӗнле калаҫатӑн эсӗ! — Мӗнех вара, Боримечка туйне ан манччӑр тесе, эпир кусене те хӑна туса ярӑпӑр, — терӗ Спиридончо. Хуҫа ӑна итлемест. «Эхер те ӑна чӗрӗ хӑварсан, пирӗн ҫинчен чи малтан вӑл кайса каласа парать. — О, ҫапла! Эпӗ пӗччен пурӑнмастӑп. Манпа пӗрле хамӑн тусӑм пурӑнать… «Ҫил ӑҫтан вӗрнине пӑхрӑм», — терӗ вӑл. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче Артур пӗрмаях тусем ҫине каяссипе тӗрлӗ ӳсентӑрансем пухасси ҫинчен ҫеҫ калаҫрӗ. — Халех килет вӑл, — хуравларӗ хӗр, кулкаласа ман ҫине пӑхса. — Ӑслӑ ҫынсене ӳстерес пулать, полковник юлташ, — терӗ Сталин хӑвӑрт та хушнӑ пек, — вӗсем сирӗн пуҫӑрсем ҫине Мускавран йӑтӑнса анасса кӗтсе тӑмасӑрах, хӑварӑн ӳстерес пулать. Утравӑн тури вӗҫне ҫитсен тин тупӑран пеме пӑрахрӗҫ, пӑрахут, Миссури ҫыраннелле пӑрӑнса, каялла хуланалла ҫул тытрӗ. Каи-Куму тыткӑнрисене ҫырана антарса лагерӗн варрине вырнаҫтарма хушрӗ. — Мӗнле-ха ӗнтӗ, клобук тӑхӑннӑ студент, турруна ҫухатрӑн пулать? — тесе ҫыхланнӑ вӑл манах ҫумне. Сывпуллашнӑ чух Макара тӳрех куҫран пӑхса йӑл кулчӗ те каларӗ: — Ман пуҫра пурте вырӑна ларчӗ! Мана кӑкарнӑ сӑнчӑр тӑршшӗ икӗ ярда яхӑнччӗ те, эпӗ ҫур ункӑ туса калла-малла уткаласа ҫӳреме ҫеҫ мар, чиркӳ ӑшне те упаленсе кӗрсе унта йӑрст тӑсӑлса выртма пултараттӑм. — Ку япала шыв ҫинче ишекенскер: вӑл хумпа пӗрле вылянса тӑрать. Паллах, Фелим О'Нил илтмен ӗнтӗ. Туберкулеза ӗҫпе ҫӗнтермелле. Хӗрӳллӗ ҫапӑҫу кунӗсенче унӑн ҫак госпитальтисӗр пуҫне те ӗҫ питӗ нумай пулнӑ. Анчах та вӑл хӑйӗн юратнӑ учрежденийӗ валли яланах вӑхӑт тупнӑ, — канса ҫитереймен, ҫывӑрса тӑранайман, анчах унта пынӑ. — Эпӗ каллех тӗлӗк куртӑм… — терӗ вӑл тепӗр самантран. — Британи ҫӗмӗрӗлсе кайни ҫинчен «Таймс» хаҫатра пӗлтернӗччӗ, ҫавӑн-и? Ара, эпир вӗт ку пурӑнӑҫа хамӑрӑн чи лайӑх вӑйсене хывнӑ, мур ҫитӗр сана! Сӑмахсем пит васкаса тӑкӑнса пынипе эпӗ тата хытӑрах хӗрсе каятӑп, ман вӗсене урӑхла майлӑ, юрӑсенчи пек лартса тухас килсе пырать, — юрӑсенче кашни сӑмах чӗрӗ пек, пӗлӗт ҫинчи ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑрать. — Мӗскер эсӗ? — терӗ Андрей, ӑна хулпуҫҫийӗпе сирсе пӑрахса. Анчах комиссире мана хӑйӑр ҫине лартрӗҫ. Кайран кӑларӑн. — Ҫапла; ҫавӑнпа вӑл — Джемма та! — Ара! Максим Максимыч хапха умӗнчи сак ҫине тухса ларчӗ, эпе хамӑн пӳлӗме кӗтӗм. Ҫав комисси мана вырӑнтан кӑларчӗ, арестлерӗ те ревтрибунал аллине пачӗ, унта, тен, калаҫса тӑмасӑрах шаплаттарнӑ пулӗччӗҫ, е концентраци лагерьне хупса хунӑ пулӗччӗҫ. Саня паҫӑрах ӗнтӗ шкула кайнӑ, старик службӑра, Даша инке «кӑнтӑрлахи апат лартма» та ӗлкӗрнӗ-мӗн. Мартини урисене сӑтӑркаласа тасатрӗ. Эпӗ хамӑн куҫӑмсемпе инҫетри тӗтре витӗр пӑхса, горизонта хупласа тӑракан вӑрттӑнлӑх чаршавне ҫурса ярасшӑн пулнӑ пекех тинкерсе пӑхатӑп. Никита ӑна кӗпе ҫаннинчен ярса тытрӗ. — Гриша Гвоздев-и? Ку калава нимӗнрен тӗлӗнме хӑнӑхман ҫынсем те ӗненес темӗҫ, анчах эпӗ ку сӑмаха шанман ҫынсем пуласса малтанах пӗлсе тӑтӑм. — Маттур эсӗ, Санька, — терӗ вӑл, тӗмеске ҫине табак туртма ларсан, — чӑннипе калатӑп! — Пӗр ҫӗрте мар вӗсем. Халӑхшӑн вилекенни вара ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнать. — Кӑмӑла каймасть вӑл мана. — Эпӗ сире, хуларан урӑх тухтӑр илсе киличчен, пиччене пӑхма ыйтатӑп, — терӗ ӑна Николай Петрович. Ну, хӑвӑртрӑх, хӑвӑртрах! Оленин килне кайрӗ. Малтан вӑл Европӑри пек «shake hands» туса илчӗ, унтан, ӑна виҫӗ хутчен вырӑсла чуптурӗ е, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн тутлӑ шӑршӑллӑ мӑйӑхне Аркади питҫӑмартине виҫӗ хутчен перӗнтерсе илчӗ те:— Ырӑ сунса йышӑнатпӑр, — терӗ. Закон пуриншӗн те пӗрех. Яшӑ калать: «Эпӗ юланутпа прери тӑрӑх кайса килнӗ пулсан, ҫавӑ мана Техасри тухтӑр таврашсенчен хӑвӑртрах сыватса ярӗччӗ» тет. Ҫакӑ вара хӗр-манаха хӑйӗн тепӗр шухӑшне каласа памашкӑн та май тупма пулӑшрӗ: — Ҫавна паллатӑр-и эсир? Ҫыннӑн хӑйне кӳрентернине каҫарма юрамасть. Шалт тӗлӗнтерсе яракан хӑрушӑ танлаштарусем тума, чи чӑрсӑр тӗслӗхсем илсе кӑтартма тиветчӗ вара ман ирӗксӗрех, эпӗ тивӗҫлӗ хурав тупса калаймасан, йышӗпе ҫумӑр пӗрчинчен те кая мар чӑтӑмсӑр ыйтӑвӗсемпе хӑех пулӑшатчӗ вӑл мана, — тытӑнчӑк калаҫакан ҫынна, калас тенӗ сӑмахӗ хӗсӗннипе тарӑхать пулсан, пулӑшнӑ чухнехи евӗр. Апла пулсан, эпир пӗр тӑрӑшмасӑрах Ҫӗр ҫинчинчен ултӑ хут вӑйлӑрах пултӑмӑр. — Паллах, Парижа пуль ӗнтӗ? — ыйтрӗ Базаров. Пирӗн хушӑмӑртан тухсан, вӑл — пирӗн еннелле пӑхмасӑр — хыттӑн, мӑнаҫлӑн, йӗрӗнчӗклӗн: — Эх, ирсӗрсем… ҫӗлен-калтасем… — тесе хучӗ. Вӑл Талькав еннелле ҫавӑрӑнчӗ те, испанилле сӑмахсене пӗлнӗ таран астуса илсе, патагонецпа калаҫма тытӑнчӗ. Пӗрне-пӗри вӗсем аран-аран ӑнланаҫҫӗ. — Эсир паян манӑн ырӑ пирӗшти пултӑр, — терӗ вӑл Джеммӑна, алӑк умӗнче чарӑнса, — анчах ку, паллах ӗнтӗ, пире малашне пӗр-пӗринпе вӑрҫма кансӗрлемӗ, тетӗп. — Ӑҫталла эс, мӗн ӗҫпе? — хаяррӑн кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл ӑна. Вӑл унӑн куҫ харшийӗсене, кӳмине, юланутлӑ сехетне аса илчӗ… Анчах эпӗ ахаль ҫынах, ҫавӑнпа та: общество шӑпах вӑхӑтра Николай Антоныч Татариновран тасалнӑ пулсан, ӑна (обществӑна) Ромашовпа тертленме те кирлӗ пулман пулӗччӗ, тесе калас килчӗ манӑн. Ҫук, ан йӗр, эпӗ никама та каласа памӑп… Ыран полкра пурте калӗҫ: манӑн каллех ӗҫкӗ тапраннӑ, тейӗҫ. Хӗрарӑмсем Яшӑна тав тӑватчӗҫ: — Вӑт спасибо сана, Яша! — Пӑрахутсем… Эпӗ вӗсем ҫинчен каласа Болла ятне асӑнтӑм. Эй, турӑ, турӑ! Хӑш те пӗр килсӗр-ҫуртсӑр ачасем, тӑхӑнмалли таврашсем ҫӗтӗлсен, юри ҫакӑнта ҫакланма тӑрӑшаҫҫӗ. Сыхласах ҫӳретӗп сана, каҫӑр сӑмса, енчен сана ҫав шкул патӗнче тытсан, тирне сӗветӗп! Усал пӑлхавҫӑсем хушшине тӑрса юлнӑ хӳтлӗхсӗр тӑлӑхӑн, мӗскӗн хӗрӗн, пурнӑҫӗ тата хамӑн та хӑват ҫукки мана ҫав тери хытӑ хӑратаҫҫӗ. Швабрин, пуринчен ытла Швабрин манӑн чӗрене туллать. Мӗскӗн Николай Петровича йывӑр килсе тухнӑ. — Вӗсем, эпир васканине асӑрхасан, ҫавӑнтах пирӗн ҫине ыткӑнаҫҫӗ. Пӑван хӑвӑрт сывалса ҫитрӗ. Сӑмахран, ӑҫта та пулин пысӑк обществӑра апат сӗтелӗ хушшинче-и е пухура мӗн те пулин латынла е историрен, е философирен калатӑн та, ҫынсене те аван вӑл, мана хама та аван… Вӑл суда лекет пулӗ-ха е ӑна пӗрре-пӗрре хӗнесе тӑкаҫҫӗ-и. Анчах арҫынсем те асӑрхануллӑрах пулса ҫитрӗҫ, ун пек кун пек кӑшт пулсанах, «ӑмӑрткайӑк» ҫывхарса килни ҫинчен кӑшт сӑмах илтсенех, инкеке сирсе ярас тӗлӗшпе ҫийӗнчех сыхланса хатӗрленсе тӑраҫҫӗ. Унӑн кантӑк ҫумне лапчӑннӑ сӑмсине те, писев тӗслӗ тутисем хушшинчен ҫутӑлса тӑракан шап-шурӑ вӗтӗ шӑлӗсене те курма вӗреннӗччӗ эпир; илемлӗччӗ вӗсем пире. — Сыхӑ пул, Хоуик! — кӑшкӑрчӗ юлашки хут Халл капитан. Ача амӑшне ӑсатать. Кунтан каймалла-и сирӗн?.. Ҫӗр каҫма вӑл бомба алтса хӑварнӑ тарӑн шӑтӑка кӗрсе выртрӗ. Халех. Ырӑ мар япала Малтанхи тӗлпулупа малтанхи хут ыйӑх вӗҫсе кайни-ха вӑл — малтанхи ырӑ пурнӑҫах. Эпӗ хуть те мӗн пулам: ыттисем пекех ҫав курӑк шӑтса ӳсме тивӗҫлӗ тискер кайӑк-и унта е пӗртен-пӗр турӑшсен пӗчӗк пайне вырнаҫтарса лартнӑ рамка-и, — пурпӗрех — чи лайӑх майпа пурӑнас пулать. Эпир хӗн курнӑ ҫулҫӳревҫӗсем. Асту, эпир вӑрҫӑра пулман. Ҫынна, тен, ҫут тӗнче ҫине пӑхма кичем, эсӗ лӑкӑртатса ларатӑн, — терӗ вӑл. Аndа! — тесе кӑшкӑрса илет Талькав. — Чим-ха, кӗтсе тӑр, эпӗ часах килетӗп. Ун ҫумӗнче ирчченех лартӑм, халӗ больницӑна каймалла. Мишель куҫӗ умӗнче хӑй патне йыхӑракан башня пулман пулсан, вӑл унта утса ҫитеймен пулӗччӗ. Вӑл ҫурма ӑслӑ ҫын пек ним ӑнланмасӑр вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, хӑйпе мӗн пулса иртнине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ: те вупӑр пусрӗ ӑна, те аташрӗ вӑл, те ӑна чӑн-чӑнах ҫак япала курӑнчӗ. Кун пек япалана эпӗ ӗмӗрте те курман! Пӗлетӗн-и, малтан пуҫа хӗҫпӑшаллантарас пулать, унтан вара — алӑсене хӗҫпӑшаллантармалла… Вӑл ҫак таврана пырса кӗнӗ пӗрремӗш шурӑ ҫын пулнӑ. Ҫакӑнтан пуҫласа вара ҫулҫӳревҫӗсем океана ҫитичченех вӗҫӗ-хӗррисӗр таллӑ пиҫенсемпе люцерна хушшипе пыраҫҫӗ. Ку ӗнтӗ пампассен виҫҫӗмӗш пайӗ пулать. Кордильерсен хушшинчен тухсанах Гленарванӑн отрячӗ темӗн чухлӗ хӑйӑр кӗрчӗсем патне ҫитсе перӗнчӗ. Вӗсене Патагонинче «меданос» теҫҫӗ. Кӗртсем, вӗсене ӳсен-тӑрансен тымарӗсем тытса тӑмаҫҫӗ пулсан, ҫил тухмассерен йӑваланса ҫӳрекен хӑйӑр хумӗсем пекех туйӑнаҫҫӗ. Вӗсен хӑйӑрӗсем мамӑклансах кайнӑ, ҫавӑнпа ҫил вӗсене ҫӑп-ҫӑмӑлах ҫӗклесе илсе пӗлӗчӗ-пӗлӗчӗпе вӗҫтерсе каять те, тепӗр чухне таҫта ҫитичченех ҫӳле хӑпартса ярать. Вара вӗсем смерч пулса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗнех те калаймарӑм. Пӳлӗме ҫынсем кӗчӗҫ. Вӗсем умӗнче хама мӗнле кӑмӑл ҫавӑрса илнине кӑтартасшӑн пулмарӑм. Эпӗ сире Ҫурҫӗр ҫынниех тесе шутлаттӑмччӗ — ӗмӗрлӗхех тесе тӑраттӑм. Хӑйӗн пӗтӗм кӳршисене вӑл манпа йӑвашрах та ҫепӗҫҫӗнтерех калаҫма ыйтатчӗ, мӗншӗн тесен ҫапла калаҫнине пула манӑн кӑмӑл ҫӗкленессе, эпӗ хавхаланса калаҫасса шанатчӗ вӑл. Анне унӑн аллине пырса тытрӗ. Ҫакӑнта вара унӑн ывӑлӗ пырса тухнӑ та. Ун питӗнче хытӑ хумханни палӑрать. Унӑн та пиншер те пиншер теҫеттин ҫӗр, нумай сурӑх, лаша завочӗ тата нумай укҫа пур иккен, анчах вӑл «ҫаврӑнса» ҫӳремест, хӑйӗн пуян усадьбинче пурӑнать — графиня патӗнче ӗҫпе пӗрре мар пулса курнӑ Иван Иванычпа хӑшпӗр ҫынсем ҫав усадьба ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем каласа параҫҫӗ; ҫапла, сӑмахран, графиня ҫуртӗнчи хӑна пӳлӗмӗнче, Польша королӗсен пӗтӗм портречӗсене ҫакса тухнӑскерӗнче, чул ту евӗрлӗ пысӑк сехет пур имӗш, ҫав чул ту ҫинчех бриллиант куҫлӑ ылтӑн лаша чӗвен тӑнӑ, лаши ҫинче ларакан ылтӑн ҫынни вара сехечӗ кашни ҫапмассеренех сылтӑмалла та сулахаялла хӗҫӗпе сулкалашать пулать. «Итлӗр, Иван Никифорович, Эпӗ сире сыснаран урӑх тата икӗ михӗ сӗлӗ паратӑп. — Ачасен те кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ, ав, — ассан сывларӗ Даша инке. — Анчах эсир мана юлашки самантра, татӑклӑ ҫапӑҫура кирлӗ пулатӑр. Городцов виҫӗмкун районти ҫӗрӗҫ пайӗнче хытӑ харкашса кайнӑ, унта ӗҫлекенсене харампырсем тесе айӑпланӑ, ӗнер тата район агрономне «сылтӑм сулӑнчӑкшӑн» тытса пӗҫертессипе хӑратса хӑварнӑ. Ҫав-тери тарӑхмалла, ӑш ҫунса тухать! — Хуп карланкуна, шуйттан чӑсланки, чӗнмесӗр ут! Дубавӑпа Павела Губком мандачӗсене пачӗҫ. Феничкӑран ҫӳлерех бурка тӑхӑннӑ Ермолов ҫамки ҫине усӑнса аннӑ йӗп тирмелли пӗчӗк пурҫӑн минтер айӗнчен инҫетри Кавказ тӑвӗсем ҫинелле хаяррӑн та тӗксӗммӗн пӑхса тӑрать. Кӗпине пӑру чӑмласа янӑ пуль тетӗп, кашӑкне вӑл хыпса ярайман ӗнтӗ, иккӗленме кирлӗ мар. Анчах вӑл суранланнӑ шпион тӗлне пӗшкӗннӗ вӑхӑтра халӑх хӑранипе хусканса кайрӗ, ҫавӑнпа та Монтанелли пуҫне ҫӗклерӗ. Николай Петровичӑн, хӑйӗн хресченӗсемпе уйрӑлсан, ҫӗнӗ усадьба валли тӑватӑ десятинӑна яхӑн питех тикӗс, ҫара уя касса илме тивнӗ. — Эхер те эсир мана хирӗҫ пулсан, эпӗ халех прямой наводкӑпа пеме тытӑнатӑп. «Дьяк ку! — терӗ пуринчен те ытларах тӗлӗнсе кайнӑ Чуб. Унта ҫын ырӑ тунине асра тытнинчен ытла урӑх нимӗн те пулман пулӗ, тен. Асту: Вонифатий — пӗрре тытӑнсан чарӑна пӗлмесӗр эрех ӗҫнӗрен; — пит пысӑк асап тӳснӗ Варвара — шӑл ыратнинчен сарӑмсӑр вилесрен; сӑваплӑ Василий — сив тытнинчен, вӗри чиртен… Бекки Тэчер хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле хӑйӗн тӑван хулине — Константинполе — кайрӗ, вӑл кайсан, пӗтӗм пурнӑҫ илемӗ пӗтсе ларчӗ. Тӑшман тимлӗхне пӗр тапхӑр сӳрӗклетес тӗллевпе вӑл хӗҫ-пӑшалсӑр пилӗк пин марсиана хула варрине ячӗ: вӗсен кӑшкӑрашмалла, ӑшӑ тӑмтир, ҫӑкӑр, хавра ыйтмалла. — Ҫапах та вӗсем пур, — терӗ Элен. Хӑйсен тӑшманӗсен пуҫӗсем нумай вӑхӑт хушши ҫӗрмесӗр упранса тӑтӑр тесе, маориецсем малтан ҫав пуҫсен миммине кӑларса илеҫҫӗ, сӑмсисене турпассемпе ҫирӗплетсе лартаҫҫӗ, хӑйсен кӗлеткине ан ҫухатчӑр тесе, сӑмса шӑтӑкӗсене йӗтӗн сӳсӗпе тултараҫҫӗ, ҫӑварӗсемпе куҫ хупанкисене ҫӗлеҫҫӗ. Варринче виҫӗ палубӑллӑ пысӑк карапӑн мӗлкине уйӑрса илме пулать. Ирландецӑн пӗтӗм сӑнӗ, вӑл тапранкаланисем, аллине сулкаланисем те хӑрушӑ пек мар, кулӑшла туйӑннӑ. Эпӗ ухмаха ерӗп. Вара вӑл юратнӑ ҫынна ҫеҫ мар, хам юратнӑ хӗрарӑма та пӗтерсе пӑрахӑп. — Кил-ха кунта, хӑвӑртрах ҫыхса ярам, — мелник ҫавӑнтах лӳчӗркеннӗ сӑмса тутӑрӗпе каччӑ суранне ҫыхса ячӗ. Циркра ларнӑ чухне, арена ҫине артистсем тухсан, вӑл куҫӗсене хупнӑ. Пурте аманаҫҫӗ. Унтан вӑл лашине те ҫав еннеллех ҫавӑрчӗ, йӗнерӗ ҫинче кӑшт пӗкӗрӗлерех илсе, ӑна канав урлӑ меллӗн сиктерсе каҫарчӗ те офицерсем патнелле тытӑнчӑклӑн кӑна тапӑртаттарчӗ. Анчах вӗсен бинзонӗсем старик тунинчен япӑхрах пулнӑ. Икӗ е виҫӗ хут вӑл пӗчӗк юханшыв урлӑ каҫрӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачасем ҫапла ӗненеҫҫӗ: шыв урлӑ каҫсан, йӗрсем ҫухалаҫҫӗ, хыҫҫӑн хӑвалакансен вара ниҫта кайма пӗлмесӗр аптӑрамалла пулать. Хӑй ҫар судьи пулса йышӑннӑ приговора халӗ граждан делегачӗ пулса, пӑрахӑҫа кӑларма пултарать. Зеб Стумпа шырама янӑ юлашки ҫынӗ ӑна тупмасӑрах гасиендӑна тавӑрӑннӑ. Чӑнах та, капитализмлӑ ҫӗршывсенче хресченсем, вӗсен тӗп массине илсен, чат ҫавнашкал клас пулса тӑраҫҫӗ. Ҫил вӗрнинчен ҫанталӑк улшӑнасси те килет-ҫке. Ман хыпкаланчӑк хӗрӳ сӑмаха хирӗҫ Олеся аллӑма чӗререн ӗненчӗкле чӑмӑртарӗ, анчах пурпӗрех хӑй шутлавӗнчен пӑрӑнмарӗ. Павка аптӑранипе ача енне ҫавӑрӑнса ыйтрӗ: — Мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн халӗ? Тупӑсем инҫетре кӗрлени халӗ тӑруках инҫетри тылра тӑрса юлнӑ аэродрома аран кӑна илтӗнчӗ, вӑл ҫав юрӑ кӗввине те, шӑпчӑксен юррине те, каҫхи вӑрман хуллен, ыйхӑ витӗр ҫемҫен кӑшӑлтатнине те хупласа лартмарӗ. Эпӗ ӑна кунта ещӗке ҫӗр ҫине лартма хушрӑм та, чӳречене уҫса, океан шывӗ ҫине салхуллӑн пӑхма тытӑнтӑм. — Ҫук, ҫук! — хыттӑн калаҫрӗ ученӑй, хӑйне хирӗҫлекен пур пек. Мана Моnseur Gоston вӗрентрӗ. — Ивая Павлыч! Тепӗр вунӑ ҫултан эсӗ хӑвӑн самолетупа пуҫ ҫине йӑтӑнса анасса кӗтсе, вӑл юриех сыхласа усранӑ тетӗн-и? Ку улшӑну ҫумне кӑштах савӑнӑҫ хушмалла. Хӳтӗлекен те пӑлханать, темшӗн тата вӑл документсем тултарнӑ тем хулӑмӗш папкине аллинчех тытса тӑрать. Тепӗр туйӑм ӑна ҫаплах тарӑхтарчӗ те, пӑшӑрхантарчӗ те, ун пирки вӑл хӑй асне илме те хӑраса тӑчӗ. Халӗ, ахаль ӗненекенсем кайса пӗтсен те пӑртаклӑха канса илсен, аслӑ вӑрттӑнлӑхӑн иккӗмӗш пайӗ пулса иртмелле. Карапсене ҫунтаратӑп Ку лару, ыттисем пекех, хамӑрӑн тӑвӑр учительскинчех, яраписем татӑлса ӳкнӗ кӑвак пустав ҫитти витнӗ сӗтел хушшинче иртрӗ. Маякин — Игнат хӑй ывӑлӗшӗн тунсӑхласа ӗҫке ярӑнни ҫинчен, ун пек ӗҫни ӑна, ватӑ ҫынна, сиенли ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ. Вӑл ман ҫине пӑхса, хӑрах куҫне темӗнле тӗлӗнмеллерех хӗссе илчӗ те, манӑн алла хыттӑн чӗпӗтрӗ. Анчах Герцен паттӑррӑн хисеплесе ҫырса кӑтартнӑ, Тургенев ӑшӑ кӑмӑлпа юратнӑ Европа ӑҫта-ха? Акӑ вӑл ӑна алӑ парать… Сасартӑк, тыткӑна илнисене государь плошадьре кӗтет тата присяга йышӑнать, тесе кӑшкӑрса пӗлтерчӗҫ. Ҫырӑвӗ ытла кӗскеччӗ: Географически общество секретарӗ мана докладу пулмасть тесе пӗлтерет, доклад сӑмахӗсене вӗсем патне вӑхӑтра ҫырса парайманнипе, тет. Ман шутпа нимӗнех те пӗлтерес ҫук, хӑй пайне ҫисе янине курсан, пичче мӗнле хӑрушшӑн урса каяссине анчах пӗлтермелле. Эсир кунта мӗн илтни вӑл — пурте мар тӗрӗс. Ну, тыт эппин сумкӑна пӗр енчен, эпӗ тепӗр енчен тытӑп. Нина Капитоновна хӑйне «кукамай» тенинчен урах нимӗне те итлемерӗ. Малтан вӑл пиртен сылтӑмраччӗ, унтан вара сулахайра пулчӗ, — эппин салтаксемпе хӗрсем дрезина майлаштарма кайнӑранпа виҫӗ сехет те иртрӗ пулать. — Ах, мӗн калаҫатӑр эсир! Хуйӑха ӳкнӗ ашшӗ ним чӗнмесӗр аякра тӑнӑ. Вӗсем утрав ҫинче пӗр эрне пурӑнчӗҫ, эпир «Морж» ятлӑ ватӑ карап ҫинче лартӑмӑр. Куҫӗсенчен ҫӑмӑл та таса куҫҫуль шӑпӑртатса юхса анчӗ Вӑл вара сасартӑк хӑй ҫав тери ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ, пуҫне минтер ҫине хурса: «мӗскӗн Андрей Петрович!» — терӗ, унтан йӗпе куҫхӑрпӑкӗсене тата йӗпе питне шӑлса типӗтмесӗрех, ҫывӑрса кайрӗ. — Вӑл киле кӑнтӑрла иртсен таврӑнчӗ те, халӗ хӑйӗн хула тулашӗнчи ҫуртне апат ҫиме тата каҫа сквайрпа пӗрле ирттерме кайрӗ. — Ҫапӑҫура. Маша хӑйне ӑна ансаттӑн та лӑпкӑн пачӗ. — Вӑт тӗрӗс, ҫапла! — кӑшкӑрса илчӗ Рыбин, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шаккаса. — Ӑҫта вӗсем? Лашана ӑҫта та пулин ӑшӑрах вырӑна тӑратасчӗ. Упӑшкине пытарнӑ хыҫҫӑн вуннӑмӗш кунне Ульяна Баймакова хӗрӗпе пӗрле монастыре кайрӗ, ҫуртне Артамонова парса хӑварчӗ. Кӗпертен, Василий утравӗнчен иртрӗҫ, Неван юрлӑ пуш хирӗ ҫийӗн Николай кӗперӗпе вӗҫсе каҫрӗҫ; ҫак вырӑнтан хулан хура хӑмӑр пушарӗ, сивлек ҫыран хӗрринчи хунарсен ҫути курӑнаҫҫӗ, сылтӑмра — заводсен вучӗ-ҫути. — Ҫиленме пуҫланӑччӗ Нина Капитоновна. Кунта Долинник, Игнатьева, чека председателӗ Тимошенко, кубанка-ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, киргиз сӑнла ҫын, тата ревкомран иккӗн — пӗри чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен тӑсланкӑ Шудик, тепри депора ӗҫлекен Остапчук — лапчӑк сӑмсаллӑскер. Хӗрача, пуҫне ҫӳлелле каҫӑртса: «Ах, мӗнлерех ҫумӑр пӗлӗчӗ килет, мӗнле хуп-хура тӗттӗм пӗлӗт килет!» — тесессӗнех, вӑл сасартӑках сивӗ ҫил кассине сиснӗн туять, хӗрачан сассинче таҫта инҫетре-инҫетре, ҫӳллӗ тӳпере шӑвакан хӑрушла пысӑк чӗрчунӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑма сӑрӑлтаттарса яракан кашлавне илтет. Анчах ытти ҫӗртен килнӗ хыпарсем питех савӑнмалла пулмарӗҫ: Средне-гора халӑхне шута илмесен, урӑх ҫӗрте пӑлхава никам та ҫӗкленменччӗ-ха. Халӗ ман ҫине ҫар карапӗ тапӑнчӗ. Сехетшер ларатчӗ вӑл ман кровать патӗнче, куҫӑм мӗнле урмӑшса пӑхнине, аллӑмсем епле хускалнине пӗрмай пӑхатчӗ. Иккӗшин те кӳҫӗсем шывланчӗҫ. — Апла пулсан, тепӗр пилӗк-вунӑ минут лар, килӗшменнине килӗштерӗпӗр. — Вӑл кирек кам пулсан та, — тесе хутшӑнчӗ калаҫӑва Фабрицци, — Мартельпе Дюпре пек опытлӑ ҫынсен пуҫне ҫавӑрма пуҫланӑ пулсан, вӑл ҫын питех те хастарлӑ пулмалла. Бакури рабочисен икӗ ҫемйи Калининграда пурӑнма куҫать. Ыйткалакансен — ҫирӗп шухӑшсем ҫук. Вӑл ҫав хӳшӗре хӑйне майлӑ пурнакансемпе интересленсерех паллашнӑ пек туйӑннӑ. — Ака мӗнле, — терӗ Паганель. — Дикарьсен суя ӗненӗвӗ ҫак сӑрт тӑрринче пире шанчӑклӑн сыхлать. Ҫав суя ӗненӳ пире кунтан тухса тарма та пулӑшмалла. Матроссем ҫыран хӗррипе ӗҫмелли шыв шырама саланса кайрӗҫ, эпӗ тепӗр еннелле кайрӑм. Пӗр миля таран кайса та интереслине нимех те тупаймарӑм. Тавралла пӗтӗмпех нимӗн ӳсентӑрансӑр чуллӑ пушхир саралса выртать. — Ох, пӗлместӗп те ӗнтӗ! Лантенакӑн пысӑк опыт тата чеелӗх пур, лешин — ҫамрӑк командир харсӑрлӑхӗ. Койшаур тӑвӗ патне ҫитсен, эпир духан умне чарӑнтӑмӑр, унта грузинсемпе горецсем пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ, вӗсенчен инҫе те мар тӗве караванӗ ҫӗр выртма чарӑннӑ: хамӑн урапана ҫак ҫӗр ҫӑтасшӗ ту ҫине сӗтӗрсе хӑпартма манӑн вӑкӑрсем тытмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗр вӑхӑчӗ ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, ҫулӗ те пӑрланнӑччӗ — тӑвӗ тата икӗ ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлатчӗ-ха. — Хӗрарӑмӗ? Ҫӗркӗ вӑл сана кунта шырарӗ те тупаймарӗ, вара мана парса хӑварчӗ, сана памалла, терӗ. — Вӑл хӑйӗн хӗрачисене вӗренттӗр, пире вӗрентекенни Карл Иваныч та пур». Хӗвел тӳпере ҫӳлте вӗт-ха? Аслӑ Русь! Эпӗ ӗнтӗ тӗлӗнмелле приключенисемпе чаплӑ ӗҫсем ҫинчен ӗмӗтленме вӗренсе ҫитрӗм. Мансӑр пуҫне тата виҫӗ е тӑватӑ ҫамрӑк тӑракан кружокра эпӗ пуринчен те ҫамрӑкчӗ, ҫитменнине эпӗ Дж.-Ст. Миллӗн Чернышевски асӑрхаттарса ҫырнисемпе тухнӑ кӗнекине вӗренме хатӗрех марччӗ. — Юлӑр манпа пӗрле. — Ну, апла пулмасӑр тата. Икӗ эрне хушши Том вырӑн ҫинчен тӑраймасӑр йӑваланчӗ, пӗтӗм тӗнчешӗн, пӗтӗм ҫын ӗҫӗсемшӗн пӗтнӗ тыткӑнри ҫын пек туйрӗ вӑл хӑйне. Джо, ан кала никама та! Мӗн хутортан тухичченех, труба кӗрлеттернӗ пек, манкине питшӑллине шӑнкарни илтӗнчӗ. — Хам та нимӗнле те тавҫӑрса илейместӗп, аттеҫӗм, эсир пирӗн аттемӗр: пӗр-пӗр тӑшман тунӑ пулас ӑна. Енчен манӑн нервӑсем пӑсӑк пулсан? — Банда килсе тапӑнни вӑл ҫур инкек ҫеҫ-ха. — Тӗрӗс, атьсемӗр, — терӗ Умрихин. Алексей кӑшкӑрнине хирӗҫ вӑрман ҫеҫ янравлӑ сасӑпа ответлерӗ. Ҫитменнине тата вӑл пӗтӗм кил картине сывламалла мар шӑршлантарса ярать, вӑл ҫук та — сывлӑш ман пур ҫӗрте те тап-таса, курӑк шӑрши, пахча ҫимӗҫ, тӗрлӗрен кантӑр шӑрши кӗрет. Вӑл пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳрерӗ, сӗтел хушшине кӗре-кӗре тухрӗ, хут татки илчӗ, ун ҫине темиҫе йӗрке те ҫырса пӑхрӗ — вара ҫийӗнчех вӗсене вараласа тӑкрӗ… «Ҫапла, ҫапла, — тенӗ вӑл пӗр-пӗр арҫын ҫӗлӗкӗ, мӑйракаллӑ кичка тӑхӑннӑ хӗрарӑма Гулярд шывӗ тултарнӑ кӗленче е шурӑ мазь банки тыттарса: — санӑн, кӑвакарчӑнӑм, ман патӑмра ывӑл хӑнара пурӑннӑшӑн кашни минутрах турра тав тумалла: халь ӗнтӗ сана чи ӑслӑ та ҫӗнӗ майсемпе эмеллеҫҫӗ, ӑнланатӑн-и ҫавна? Акӑ Бекки те, алӑк патӗнчерех ларакан учитель сӗтелли патӗнчен иртсе кайнӑ чухне, уҫҫийӗ ҫӑра ӑшӗнчех тӑнине асӑрхарӗ. «Эпир монахсем мар, — малалла каларӗ запорожец, — ҫылӑхлӑ ҫынсем. Колонна ҫулпа мар, просекӑпа пырать пулмалла: повозка тымарсемпе урлӑ-пирлӗ выртакан йывӑҫсем ҫине пырса кӗрсе сиккелесе илет. Джемма ассӑн сывласа илчӗ, каялла, пӳлӗмелле, ҫаврӑнса пӑхрӗ, — вара хӗвӗнчен шанса кайнӑ роза туртса кӑларчӗ те Санина пӑрахса пачӗ. Кольхаун хӑй мӗн тӑвас тенине тунӑ иккен. — Мӗн унта, Том? Иккӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗнсе ларса, вӗсем мӗн пулассине кӗтрӗҫ. Ӗмӗртенпе пурӑннӑ тӗпри ҫынсем пурте ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрелле куҫса кайма тӑрӑшаҫҫӗ. «Тухатмӑшӗпе мӗн пулнӑ-ши кайран?» — ыйтрӗ хӑраса ӳкнӗ Ганна, шывланнӑ куҫӗсемпе хӑй каччи ҫине пӑхса. — Ав ҫав юмана куратӑн-и, Сергей? — терӗ вӑл, револьвер кӗпҫипе хӑйсенчен пӗр ҫирӗм пилӗк утӑмра ларакан ҫуркаланчӑк хупӑллӑ юман ҫине кӑтартса. Анчах та, ҫак куна мӗнле уявласа ирттерни ҫинчен тата ун хыҫҫӑн мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен ҫырас умӗн вулакана уншӑн ҫӗнӗ, е повесть пусламӑшӗнче кӑшт кӑна асӑнса илнӗ ҫынсемпе паллаштарас пулать. Эпир хыттӑнах хирӗҫлетпӗр. Ҫав ҫулхине октябрь уявӗсем чикӗре пит савӑнӑҫлӑ иртрӗҫ. Ҫамрӑкки манран: мӗн сӑлтавпа тата хӑҫан эпӗ Пугачев службине кӗнине тата мӗнле ӗҫре вӑл манпа усӑ курнине ыйтрӗ. Ванюш ку теорине ырламарӗ, «ларжан ильньяпа», ҫавӑнпа та ку вӑл пӗтӗмпех пустуй япала, тесе пӗлтерчӗ. Эй, кам пур унта? — Мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн, ухмах? — терӗ вӑл ҫилеслӗн. Пӳлӗмре шӑп пулнӑ самантсенче, тӗрлӗрен сасӑсем ӑна кансӗрлемен чухне, унӑн чиперкке те ачалла мар шухӑшлӑ сӑн-питӗнче вӑл темле хӑй ӑнланайми япаласем ҫинчен тӗлӗнсе шухӑшланӑн туйӑнатчӗ. Вӗсен суя калавӗсемпе танлаштарсан, ман кӗнеке шупкан та кичеммӗн туйӑнӗ те пӗртте палӑрмасӑр юлӗ, терӗм. Алчӑраса тӑрать. — Эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӑм. Омбу йывӑҫҫи ҫӗр фут ҫӳллӗшне ҫитсе пырать. — Яша ӑҫта вара? — пӑлханса ыйтрӗ амӑшӗ. Ман ӑнса пырать, эп пуян, ҫакӑнпа кӗвӗҫеҫҫӗ. — Этем йӑхӗ малалла мӗнле аталанать тетӗр-и эсир? — урисене пысӑккӑн сарса, вӗсем ҫине чавсаланса каларӗ вӑл. Маршра туйисене сулласа пырас йӑлана, ҫавӑн пекех салтаксене те шомполсемпе ҫӳретес йӑлана, сичевиксем халь ҫеҫ йышӑннӑ. «Пулин? Сасартӑк — Ниловна чупса пынине куратӑп! Каллех спрут пымасть-ши йӑпшӑнса? Арӑмӗсем те ҫапла ялан ҫапӑҫаҫҫӗ ӗнтӗ, вара шав татах вӑйланать. Джим вара ӳкӗнме тытӑнчӗ, урӑх пӗртте тавлашмӑп терӗ. Плавни ятлӑ пӗчӗк ял ҫыннисем тӳссе ирттернӗ асаплӑ пурнӑҫ ҫинчен вӑл кайран кӑна пӗлчӗ. Ӑна кӳрентернӗ, хӗненӗ те: ӑна хӗрхенсе ҫеҫ ыталаса чуптунӑ; ирӗклӗ те чӑрсӑр Запорожьери арӑмсӑр рыцарьсен йывӑр пурӑнӑҫӗнче вӑл темле вырӑнсӑр ҫын пулнӑ. Давыдов пичӗ тӗксӗмленнӗ, вӑл калаҫма пуҫласан, ун сасси ҫиллессӗн янӑраса кайрӗ: — Кунта, юлташсем, кулӑшла спектакль мар, парти пухӑвӗ, факт! Том ун патнелле пӗшкӗнчӗ те ҫапла каларӗ:— Уяр, уяр, вӗҫсе маях килнелле, —Сан килӳнте пушар, ачусем пӗчченех, — терӗ. Анчах эпӗ мана пысӑк ырлӑх тунӑшӑн халӑхӑн хастарлӑхне пӗртте кӗҫӗне хурас тесе шутламастӑп. Ҫавӑнпа эпӗ ҫакна калама хавас: ҫак башня кирлӗ таранах ҫӳлӗ мар пулин те, ун вырӑнне вӑл калама ҫук илемлӗ те пит тӗреклӗ. Унӑн ҫӗр фута яхӑн хулӑнӑш стенисене чутланӑ чулсенчен купаласа тунӑ. Кашни чулӑн пысӑккӑшӗ хӗрӗхшер кубла футчӗ, стенисене вырӑнӗ-вырӑнӗпе путӑк тунӑ та мрамортан касса майланӑ турӑсен кӗлеткисемпе императорсен кӗлеткисене путӑксене кӗртсе тӑратса илемлетнӗ; кӗлеткисем этемрен те пысӑкрах. Миссис Гарпер йӗрсе пуринпе те сывпуллашрӗ те алӑк патнелле утма пуҫларӗ. Пирӗн чап саннинчен ытларах пулӗ. Вӑл шывне сыпрӗ кӑна, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйрӗ, тепӗр виҫе минутран вилсе те кайрӗ. Ку ӗнтӗ тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах манса кайни! Ҫур сехет хушши калаҫса ларнӑ хушӑра Павелӑн пӗлӳлӗхӗ ҫителӗксӗрри палӑрчӗ, вӑл ҫырнӑ статьяра хӗрарӑм хӗрлӗ кӑранташпа пӗр вӑтӑра яхӑн стилистика тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар ҫырнӑ вырӑнсене те паллӑ туса тухрӗ. Боцман Джоб Эндерсонӑн пуҫӗ пура варринчи бойницӑра курӑнчӗ. Полли мӑнаккӑшӗ ӑна туртса кӑларчӗ те Томӑн пуҫӗ тӗлӗнче силлесе кӑтартрӗ. Астуса тӑма йывӑр. Хӑш чухне вӑл хӑйне хӑй усӑсӑр ҫапкаланса ҫӳренӗшӗн, кахалланнӑшӑн ятланӑ: — Эх, ватсупнӑ, тек ӗнтӗ ним тума та юрӑхлӑ мар эсӗ! Ҫапах ку мана ытлах пулӑшаймарӗ, мӗншӗн тесен унти, анатри, ӑшӑхлӑхсем мӗн ятлине эпӗ пӗлместӗп. Вӑл хытӑ пынӑ пулин те бизонсем унтан та хытӑрах чупнӑ. Вӑл Давыдов выртакан пӳлӗмре вунӑ минутран ытла тӑмарӗ. Кухньӑра Шырланпуҫри партячейкӑра тӑракан коммунистсем, Давыдова юратнӑ колхозниксем, партире тӑманнисем те, нумайӑшӗ пӗр сӑмах хушмасӑр ларчӗҫ. Анчах ҫак ракета Уйӑх ҫине йӗркеллех анса ларчӗ, эпир ун ҫинчен тепӗр темиҫе секундранах ракета механизмӗнчен сигнал илтӗмӗр… Тархаслатӑп сана. Ҫапах та унӑн авалхи челноксенни пек лайӑх енӗсем пур: вӑл питӗ ҫӑмӑл, ӑна пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна ҫӑмӑлланах йӑтса кайма пулать. Хытӑ кайнипе унӑн хӗрлӗ кӗпи ҫурӑмӗ ҫинче хӑмпӑланать, ямшӑксем тӑхӑнакан павлин тӗкӗллӗ ҫӗнӗ шӗлепки ӗнси ҫинелле ана-ана ларать, Ача хӑйне телейсӗртен те телейсӗр ҫын вырӑнне хурать, унӑн татах та татах йӗресси килет. — Ку тата мӗне пӗлтерет? — кӑшкӑрса ячӗ Пугачев, вут-хӗмлӗ куҫӗсене ялкӑштарса илсе. Вӑл ҫӑлтӑрсене пӑхса пӗтерчӗ те: — Эпӗ сана таҫта курнӑ пек туйӑнать, — эс кам патӗнче ӗҫленӗ? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ сана тӳрех палларӑм. Питер ҫӳлелле икӗ ярд сиксе илчӗ, унтан ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек ҫухӑрса ячӗ те пӳлӗм тӑрӑх ункӑн-ункӑн ҫаврӑнма тапратрӗ, сӗтел-пукансем ҫумне ҫите-ҫите ҫапӑнчӗ, чечексем лартнӑ чӳлмексене тӳнтере-тӳнтере ярса, пӳлӗмре йӑлтах архатса ҫӳрерӗ. — Каяр, — терӗм эпӗ, — пирӗн ӗнтӗ урӑх нимӗн тума та юлмарӗ: пирӗн ӗҫме шыв ҫук, ҫавӑнпа та килнӗ ҫулпах каялла тавӑрӑнмалла. Ишӗлсе анӑр гранит тусем! Гусев ӑна хирӗҫ мӗн пур флотпа вӗҫсе тухрӗ. Тепӗр вунӑ минутран крыльца ҫинчен ҫамрӑк та савӑнӑҫлӑ Гараев Георгий инженер чупса анчӗ. Сарайӗнчен мотоциклетне илсе тухрӗ. Рита ятлӑ йыттине чӗнсе илсе ҫурт сыхлама юлма хушрӗ, унтан, стартера пусса, мотоцикл ҫине сиксе ларчӗ те хӑй хӑратнӑ Ольгӑна шырама юхан шыв хӗррине вӗҫтерчӗ. Ромашка хӗпӗртесе пӑхрӗ ман ҫине — калӑн ҫав, эпӗ ученӑйсен ҫуртӗнче мар, Географически обществӑра доклад тӑватӑп тени ӑна савӑнтарать тесе. Вӑл уншӑн нумай пулать. Эпӗ шавламарӑм. — Пӗрре калаҫса килӗшнӗ ӗҫ ҫинчен сӑмахлани — пӑтраштарни кӑна! — терӗ хохол ҫемҫен. Вӗсем гостиницӑна ҫитрӗҫ, хӑйсен пӳлӗмне чупса кӗчӗҫ те апат пама хушрӗҫ. Ҫапла-и е ҫапла мар-и? Миссис Кросли, пире хамӑра саккун тӑрӑх тивӗҫлӗ укҫана илсе килме хӑвӑрӑн хутаҫна парса ярсан, эпӗ сире питӗ те тав тӑваттӑм, — терӗ. Эхер мӗнле те пулин спорт обществи тӑвас пулсан, е пухӑнкалама тата кӗнекесем вулама клуб уҫас пулсан, — вӑл ӗҫ пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл хӑй ҫинчен ӗлӗк станицӑра чи лайӑх йӗкӗт пулнӑ тесе каласа панисем пӗрре те мухтанса каланисем мар. Унта хӗвеллӗ кун та нӳхрепри пек тӗттӗм пулнӑ, нӳхрепри пекех кӑвакарнӑ, чӗрӗ шӑршӑ кӗнӗ, сайра уҫӑлтаракан ҫуртри пек, сывлама йывӑр, пӑчӑ пулнӑ. Чаруса тени — шурлӑхлӑ вӑрманти пӗчӗк уҫланкӑ пулнине Артамонов пӗлнӗ; ун пек уҫланкӑра курӑк уйрӑммӑнах хитре, пурҫӑн евӗр ҫемҫе те симӗс анчах ун ҫине пуссан — тӗпсӗр лачакана путса анса каятӑн. Огнянов килсе кӗнӗшӗн Рада хӑй епле савӑннине каласа парасшӑнччӗ, анчах лешӗн сӑнӗ йӑлт улшӑннине асӑрхасан калас сӑмахне калаймасӑр аптраса тӑчӗ. Анчах та сана урӑхран курам мар, сассуна та илтем мар. Упана хирӗҫ те вӑл пӗр пӗчченех тухнӑ, Сан-Антониора пурӑннӑ ҫӗрте, вӑл час-часах пӑшалпа кайсан, чип-чиперех таврӑннӑ. Хуллентерех кайӑпӑр. — Ӗлкӗрӗн! — сиввӗн каланӑ ӑна подрядчик. — Анчах эпӗ хам тӗрӗссине шанатӑп, — тавӑрчӗ Аркадий. Унтан вӑл каялла чакаланса тухать, хӑй пӗтӗм тусан, — ҫавӑнтах Хохол патне пырса пӗр шкалькӑ эрех илмелӗх ыйтать. Егорушка, хуҫланакан тенкел ҫине ларса, чей ӗҫме пуҫларӗ. Тачанка ҫине, ҫывӑхри ҫатансем ҫине ялти каччӑсемпе хӗрсем хӑпарса тӑнӑ, вӗсем яла тин ҫеҫ пырса кӗнӗ утлӑ бригадӑн ташлама ӑста ҫыннисене пӑхса тӗлӗнсе лараҫҫӗ. Кил хушшинче ман пӗр пысӑк юман катка ларатчӗ. Иккӗн те тӳнтерме ҫукчӗ ӑна. Хайхискерсем ҫавна пӗр ҫирӗм утӑма яхӑн хапха патнелле кустарса хунӑ. — Мӗншӗн вара вӑл сана пулӑҫа куҫарма шут тытрӗ-ха? Тухса каяс умӗн — пӗр кун маларах, атте ман пулас начальник патне ҫыру парса яма шутласа хуни ҫинчен пӗлтерчӗ те хӑйне перо тата хут пама хушрӗ. Анчах ачасем хӑйсем асапланнӑ пек ҫурри чухлӗ те никам асап куракан пулмарӗ. Пӗлӗтри кайӑксем юрлаҫҫӗ… Вӑл темле тарӑн шухӑша кайса ларчӗ, Нагульнов патне хӑй мӗншӗн килнине те манса кайрӗ. Гостинӑя тавӑрӑнсассӑн, вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле ларнӑ: стариксем авалхине тата хӑйсем службӑра чухне илтнӗ анекдотсене аса илнӗ, Алексей Лиза умӗнче хӑйне хӑй мӗнле тытасси ҫинчен шухӑшланӑ. — Курнӑ. Кунтан кайнӑ чух вӑл юрату пирки пӗтесси ҫинчен каланӑ сӑмахсем асра юлчӗҫ те — манӑн чӗрере унран йӗрӗнес туйӑм ҫӗкленчӗ. Лешӗ вара вӑл тархасланине илтнӗ. Кӑшт тӑрсан, кран кӗрлеме, шапӑртатма тытӑнчӗ, шыв бака юха пуҫларӗ, бак тулчӗ, шыв унӑн хӗрринчен тӑкӑнса, паркет сарнӑ урай тӑрӑх чупса кайрӗ. Пӳлӗмре яланхи пекех вӑл вӑхӑтра никам та ҫук. Ним тума та ӗлкӗреймесӗр тата ним тума та ҫуккине ӑнланса илсе, Озеров капитан каялла чакса, танкран хӳтӗленме шутланӑ пек, аллисене ҫӗклерӗ те самантрах хӑйӗн аллисем ӑшӑ броня ҫумне сӗртӗннине туйрӗ. — Ытарма ҫук, Цанко бай! Мӗн кирли вӑл мана та, капитана та, вӑл чӗре пулнӑ пулсан, Мария Васильевнӑна та, — енчен вӑл та чӗрӗ пулсан, — кирлӗччӗ, тӗрӗс шухӑшлани пуриншӗн те, — чӗррисемшӗн те, вилнисемшӗн те кирлӗ. Манӑн аҫа ҫурине масар ҫине ӑсатмашкӑн вӑхӑт пулмарӗ, эпӗ нихӑҫан та ҫав хӗре урӑх курмарӑм. Ҫул мӗншӗн ҫав тери вӑрӑма кайнине Дик Сэнд ӑнланма пултараймарӗ, анчах ун вырӑнӗнче опытлӑ моряк та шалт аптранӑ пулӗччӗ. Маттур эсӗ, Павел, вилмен. — Апла пулсан, эсир мана тӗрӗс каларӑр тесе, сирӗншӗн вилнӗ Христос хӗресӗпе тупа тӑвӑр. Бак питне хупланӑ чух эпӗ макӑртӑм — питӗ ырӑ кӑмӑллӑччӗ вӑл, манпа туслӑччӗ. Телей килсе ҫитнипе хӑйне лайӑх мар та йывӑр пулнӑ пек, вӑл пуҫне сулкаласа илнӗ, Марийки вара тӗлӗнсе ҫакна асӑрханӑ: Андрейӑн куҫӗсем шывлӑн йӑлтӑртатса илнӗ. Ҫук, паян каҫхине, — терӗҫ вӗсем. Каҫхине депоран бронепоезд гудоксӑр-мӗнсӗр шӑппӑн тухрӗ те ун хыҫҫӑнах депон пысӑк алӑкӗ шӑппӑн хупӑнчӗ. — Кунтан лайӑххи нимӗн те ҫук-и? Эпӗ юлашки хут курнӑранпа вӑл ырханланса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ, тӗксӗмленнӗ… Вӗсем чир-чӗрсемпе, ыратнипе тата мӗнпур лайӑх мар япаласемпе те ҫав тери хытӑ интересленни мана пит тӗлӗнтеретчӗ! Лось чӗр куҫҫисенчен чавсисемпе тӗревленчӗ те — кӑмрӑксем ҫине пӑхать. Еврейсен чухӑн местечкинче пӗр ресторан та ҫукчӗ. Пысӑк мар пӗрене тӑрӑх утса вӗсем ҫыран урлӑ каҫрӗҫ те леш енчи хысӑран та ҫӳллӗ чӑнкӑ хысак патне тухрӗҫ. Гленарван пӗрре ҫеҫ мар тытӑнса пӑхрӗ, Айртона вӑл тӗрӗссипе калаттарасшӑн пулчӗ. Анчах сӑмахпа йӑпатнине те, хӑратса пӑхнипе те ӗҫ тухмарӗ. Унта бурмистр манӑн пултаруллӑ ҫын вара, une forte tête, патшалӑх ҫынни! Пирӗн ҫул ҫӳресси питӗ тертлӗ те йывӑр пулчӗ, анчах эпир ҫирӗп тӑтӑмӑр, мӗн хушса янине ӑнӑҫлӑ та туса пӗтернӗ пулӑттӑмӑр, пире хатӗрлесе ӑсатнӑ чух тухса каймалли вӑхӑтра кая юлман пулсан, тата хатӗрӗсем те ҫапла ытла начарччӗ. Эпӗ ӑна алӑпа тӗкӗнтӗм. Салхуллӑ пушӑлӑхран ним те кӗтмелли ҫук, вӑл чӗрере мӗн пур, ҫавна пурне тан ӗмсе туртса ҫеҫ илет. Пин ҫуллӑха йӑлӑхтартӑн, тенӗ юлашки сӑмахӗнченех ҫавна пӗлтӗм эпӗ. Сасартӑк — кӗмсӗрт! тӑвать, чӳрече чанкӑрах арканса каять, ҫав вӑхӑтрах темле хӗрарӑм каҫса кайса кӑшкӑрать: Хурах, вӑрӑсем! Машина юпа тӑрӑх хӑпарнӑ пек ҫӳлелле вӑркӑнчӗ. Ун пирки Наталья Никитӑран:— Атте мӗншӗн ҫилленет вара? — тесе ыйтрӗ. — Мӗншӗн таврӑнмасть, Джим? — тетӗп эпӗ. — Вӗсен ҫӗр сахалтарах пулас? Вӗсене питрен вӑйсӑр, типӗ ҫил варкӑшӗ ҫапкалать. Вӑл пӗр хӗрӗх пилӗк ҫулхи кукша пуҫлӑ, типшем ҫынччӗ, чыкан ҫӳҫӗ пек хура кӑтра ҫӳҫӗ ҫур кӑшӑл пек туйӑнатчӗ, ҫитменнине вӑл сухал усси пек пысӑк та хура куҫхаршилӗччӗ. «Мӗнле пӗтӗ-ши ӗнтӗ ку?» — шухӑшларӗ, вӑл, чӗри канӑҫсӑр хӗссе тапма пуҫларӗ. — Халӗ вара ун патне никам та ҫӳремест-и: юмӑҫ пӑхтарма-и унта е мӗнле те пуллин имҫам ыйтмашкӑн? Макариха пӗр-пӗр ҫӗртен кассан ҫеҫ шавлакаларӗҫ вӗсем: — Ой, хуллентерех эсӗ! Эй, илсе килӗр кунта ҫав тытнӑ ачана. — Тав сана, ырӑ ҫыннӑм, — тенӗ Миките кухарка упӑшкине, — иккӗн ӗҫ часрах пулать вӗт, — тенӗ. Хамӑр ҫине пӗлӗтрен пӑхакан святой Анна Орейская ячӗпе тупа тӑватӑп: санӑн пиччӳ вырӑнӗнче хамӑн тӑван ачам пулнӑ пулсан та, эпӗ хам ывӑла та персе пӑрахма хушнӑ пулӑттӑм. Ҫавӑншӑн Траубенберга тискер вилӗмпе вӗлернӗ, управлени йӗркине хӑйсен ирӗкӗпе улӑштарнӑ. Кайран вара ҫак пӑлхава картечьпе те хаяр наказанисемпе лӑплантарнӑ. Кашни контртан пӗрре наганпа ҫапнӑ хыҫҫӑнах хӗрӗхшер пӑт тырӑ сирпӗнсе тухас пулсан, эпӗ ӗмӗрӗм тӑршшипех ҫав ӗҫпе пурӑннӑ пулӑттӑм, яланах вӗсене ҫапа-ҫапа тӑрӑнтарса ҫӳрӗттӗм. Унашкал сӑмахсемшӗн ӑна тата хытӑрах ҫапса кӑвакартса ямаллаччӗ! Кӗҫӗн Аким, хытӑ кулнине пула тапса тухнӑ куҫҫулне шӑла-шӑла, пилӗк хут та ыйтрӗ пулӗ: — Леш вӑрри мӗн тет-ха? Кая юлтӑм ҫав ӗнтӗ! Ямка мана каласа пачӗ: юнкирь вӗсем патне ҫӳреме пуҫланӑ, тет. Тепӗр кун каҫалапа пӑхатӑп — Аверьян пӗчченех килет. — Ик шухӑшран малтанхине суйласа илет пуль тетӗп эпӗ, пачка. Амӑшӗ ассӑн сывласа илчӗ те каллех пӗр хушӑ калаҫмасӑр тӑчӗ, унтан хӑй хӑранипе чӗтренине пусарса калаҫма тытӑнчӗ: — Тен, вӗсем ҫынсене асаплантараҫҫӗ? Марийкӑна чи малтан курсан шухӑшланӑ пек, халь те Лозневой ҫапла шухӑшларӗ: «Таҫта, тахҫан ӗлӗкех курнӑ пек туйӑнать ку мана…» Хӗрачасем мӗнле ответ парса пынине Рада калама ҫук тимсӗлсе итлерӗ, лешсем кӑшт ҫеҫ такӑнас пулсан та, унӑн пичӗ-куҫӗ салхуланнӑ пек курӑнчӗ. Эпӗ ялта нихҫан та пулман, анчах та ялта аттен хӑйӗн ҫурчӗ, сад пахчи пуррине лайӑхах пӗлетӗп. Вӑл Джеммӑн хӑйшӗн ҫав тери хаклӑ пӳлӗмне ярса пуснӑ-пусманах, юратун пӗтӗм илемӗпе вут-кӑварӗ, савӑнӑҫӗпе пылаклӑхӗ ун чун-чӗрине ҫавӑрса илчӗ… — Ҫук, кирлӗ мар. Ил те типографие кайса пар. Патагони ҫыннисем курӑнманнипе Паганель аванах пӑшӑрханма пуҫларӗ, вӑл тек-текех хӑйне хӑй кӳренсе ӳпкелешнине курса ыттисем те хавхаланса пыраҫҫӗ. Ҫак вырӑнта халь Юрдан ҫыннисенчен урӑх никам та курӑнсах каймасть. Чӑн та, Бяла Черква капитуляци тунӑ хыҫҫӑн кӑштах лӑпланнӑ пек те пулчӗ, урамсем те чӗрӗлем пек турӗҫ. Анчах хуларан тухса ҫӳреме никам та хаяймарӗ — ӗҫпе те, уҫӑлса ҫӳресе ҫутҫанталӑкӑн хӗвеллӗ илемӗпе савӑнаканни те пулмарӗ. Эсӗ, тен, стариклӗскер, аҫу мӗнлине те маннӑ пуль ӗнтӗ? — Спасибо, юратнӑ Сашукӑм, итле акӑ: эсӗ пӗлетӗн-и, садра, беседка (хӳшӗ) ҫывӑхӗнче хӑвӑллӑ ватӑ юман пур. — Выльӑхла хӑтланатӑн эсӗ! — терӗ вӑл, тарӑхса. Тен, Ромашка пулӗ? Хӑвна уйӑх ҫути ваннисене кирлӗ чухлӗ кӗме паманшӑн тавӑр вӗсене! Вӑхӑт улттӑ ҫине кайни ҫур сехет иккен. Намӑс. Сӑмах майӑн ыйтам-ха, Африкӑра нимрен те хӑрамасӑр ҫул ҫӳренӗ Бертонпа ҫывӑхра тӑракан тӑвансем мар-ши эсир? Чӑнах ҫапла пулсан, эпӗ сирӗнпе курса калаҫнӑшӑн икӗ хут хаваслӑ. Икӗ хӗресӗ те пӗрешкелех курӑнаҫҫӗ, инҫетре-инҫетре, таҫта аслӑ ҫул ҫинче, хӗрлӗ вут ҫунать — унта та, ахӑртнех, такам пӑтӑ пӗҫерет пуль ӗнтӗ. — Пӗтӗм пурнӑҫа хупласа лартрӗ ӗнтӗ вӑл. Ачасем шухӑша кайса пӗр-пӗринчен уйрӑлчӗҫ. — Юрӗ, ларӑп, — килӗшрӗ Андрей, хӑйне пурпӗрех иккенне палӑртса. Елена хӑй мӗн ҫинчен шухӑшланине уҫҫӑнах уйӑрса илеймерӗ. Этемлӗх чӑнлӑхпа ырлӑх енне пынӑ ҫӗрте хӗрарӑма хӑйӗн пулӑшаканӗ тӑвас вырӑнне хӑйӗн тӑшманӗ туса хураҫҫӗ — йӑлтах хӑй киленсе юлассишӗн. Цимбал ҫурчӗн килхушшинче кунӗ-кунӗпе канса выртать пулин те, хӑй куракан кашни ҫӗнӗ япаланах, ҫийӗнчех тӗпчесе пӗлсе, асра хӑварма тӑрӑшнине пула, вӑл ҫав тери ывӑнать. Малалла эпир ҫакна хамӑрах курӑпӑр-ха. Ҫапах уҫӑ сывлӑшра — Кузьмана темиҫе хутчен: «Мӗн кирлӗ-ха?» — тесе ыйттармаллах хыттӑн мӑкӑртатса, чӗтре-чӗтрӗ илнӗ хыҫҫӑн — ҫак туйӑм сирӗлсе кайрӗ, вара хам Сонечкӑна юратни, вӑл амӑшӗ умӗнче хӑйне епле тытни ҫинчен чылаях лӑпкӑн шухӑшла пуҫларӑм, унпа амӑшӗ хушшинчи ҫыхӑнусем мана тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗҫ. Анчах Магеллан ҫав пӑлхава хӗрхенӳсӗр пӗтерсе лартнӑ, пӑлхав пуҫаракансене хытӑ айӑпланӑ. — Ан кай, персе пӑрахатӑп! Халӗ тин эпӗ вӑл уҫнӑ ҫӗре пӗлме пултартӑм. Тепӗр уҫланкӑ, ҫиелтен пӑхсан, лешӗ пекех, пӗр чӗрчунсӑрскер, «Король площачӗ» ятлӑ пулнӑ, унта та ҫӗр айӗнче темӗн чухлӗ халӑх пурӑннӑ. Вӑл хӑнисене тата тавар илекенсене ирсӗр картинкӑсем кӑтартатчӗ, ҫырса илес текенсене намӑссӑрла стихсем ҫырса илме паратчӗ. Кӑшт тӗттӗм пулнӑ-пулманах ӑҫта та пулин сурӑх пӑвӑнса та кӗскен мекеклетсе макӑрса яни, вилес умӗн сысна нӑриклетсе ҫухӑрса янӑ сасӑ шӑплӑха пӑраласа ҫурса илни е пӑру муклатни илтӗнсе каять. Анчах мастерскойсене яма аванах мар, унта халь Цветаев ӗҫлет, губкомӑн юлашки составӗн членӗ. Кунӗпе те унӑн икӗ хут ҫеҫ чӑмлама тивнӗ: переплетчик патӗнче кӑштах ҫилӗм ҫинӗ те тата пӗр хупахра прилавок патӗнче колбаса хуппи тупнӑ — ҫав ҫеҫ. Икӗ ҫынӗ ӑна аллисенчен ярса тытнӑ, вара, лешӗ урисемпе тем пек тапаҫланнине пӑхмасӑр, ӑна площаде сӗтӗрсе ҫитернӗ. — Кирлӗ ҫав, кирлӗрен ҫапӑҫма тухса кайрӗ, вилнӗ тесе те калаҫаҫҫӗ ав… Эпӗ тӑшман мар-ҫке, мӗншӗн манпа ҫапла хӑтланмалла? Паляныця тытӑнас ӗҫ мӗнле те пулсан пӑсӑлса ан кайтӑр тесе хулана рабочисен посёлкипе станци енчен сыхлама хурал тӑратма хушрӗ. Вӑл мана пӳлӗмне туртсах кӗчӗ те алӑка хупрӗ, унтан Евангелие уҫма тытӑнчӗ, хут татӑкне тупсан, ҫав тери савӑнса кайрӗ, эпӗ ӑна-кӑна ӑнланса та илеймерӗм, вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа ыталаса илчӗ. «эсӗ тӗнчери чи лайӑх ача, никама та нимӗн те ан шарла», — терӗ. Макҫӑм кӑна, ҫак шавлӑ ушкӑн суккӑр чунӗнче мӗнле йӗр хӑварнине пачах асӑрхаман пек тыткалать хӑйне, хӑнасене вӑл усадьбӑна час-час килсе ҫӳреме чӗнет, тепре килнӗ тӗле этнографилле материалсем нумай тупса хатӗрлеме сӑмах парать. Монтанелли кайсан темиҫе кунран Артур семинари библиотекине кӗнеке илме кӗрсен, пусма ҫинче Карди аттепе тӗл пулчӗҫ. Ӳкнипе пулнӑ хум ҫӗр чӑмӑрне икӗ хут вӗҫсе ҫаврӑннӑ. Ҫавӑн пек илемлӗ ҫутҫанталӑкра пурӑнсан, эпӗ калама ҫук телейлӗ пулӑттӑм тесе шутлатӑп. Тӗнчере Хӗвел пулман пулсан, Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ та пулманнине ҫынсем ӗлӗкех ӑнланнӑ. Ҫамрӑк юланут ӗнтӗ татах тапранса кайма тытӑнчӗ, анчах темскер ӑна хӑй лашине кӑшт чартарса тӑраттарчӗ. Индеец Гленарвана алӑк патнелле илсе пычӗ. Тӳремлӗхре пӗр кашкӑр чунӗ те юлман. Хӑйӗн акӑш-макӑш чӗлхипе вӑл ӑна ӳкӗте кӗртесшӗн тӑрӑшать: текех пӗр ҫекунд та кӗтме юрамасть; мӗн тӑвас тени пулаймасан, кунта юлакансем каяканран та ытларах хӑрушлӑхра пулаҫҫӗ; пурин ырлӑхӗшӗн Таукӑн меслетсӗр ҫивӗчлӗхӗпе пӗр эпӗ ҫеҫ усӑ курма пӗлетӗп, — тесе ӑнлантарать. Павел ку налог тӗрӗс марри тата фабрикӑшӑн усӑллӑ пулни уҫҫӑнах курӑнса тӑни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ; стариксем иккӗш те тӗксӗмленсе тухса кайрӗҫ. — Кӗпи-тумтирӗ… камӑн вара? Унтан енчен енне пӑхкаларӗ. Картишне кунта ҫуррине ытла ҫӑва йышӑнать иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫапӑҫу хӗрӳлӗхӗпе хавхаланнӑ Андрий, хӑйӗн аллине ҫыхса янӑ парнене тивӗҫлӗ пулас тесе, ҫамрӑк вӗшле йытӑ пек, йыт кӗтӗвӗнчи чи хитре те хытӑ чупакан вӗшле йытӑ пек малалла талпӑнать. Ҫакна илтрӗм те, мур илесшӗне! Ҫӗмӗрменни кунта тӑватӑ пысӑк пӳлӗмри бетон урай ҫеҫ юлнӑ. Лёльӑн пӗчӗк ывӑлӗ тата старик Кюцам — сысна аҫи майлӑ илемсӗр шыҫмак. Ковалев ларчӗ. Эсӗ мӗн — персиянин-и? Ҫынсен пӗр ушкӑнӗ портрет пирки калаҫать, живопиҫе пӑртак та пулин ӑнланакансем пӗри те ун патӗнче чарӑнса тӑмасӑр иртме пултараймаҫҫӗ. — Техника, тетӗр-и? Ашшӗн, ывӑлӗн тата ҫветуй сывлӑшӗн ячӗпе… — сывлӑша ҫӑта-ҫӑта, ҫав сӑмахсене пӗрмаях калакан ҫынсем пек кӗскеткелесе, кӑмӑл хусканӑвӗпех мӑкӑртатрӗ вӑл. Ваҫили Андрейч хӑйӗнчен хӑй тӗлӗннӗ. Вӑл калаҫма пӑрахнӑ та пыр патнелле юхса пынине ҫӑтса кӑна тӑнӑ. Сывӑ пул. — Мӗн пӑхатӑр эсир? — ман тинкерӗве сисӗнчӗк чунлӑ хӑшпӗр хӗрарӑмсен ӑнланӑвӗпе туйса, сасартӑк хӗрелсе кайрӗ вӑл. Асӑннӑ утрав ҫак ҫӗршывран питех те инҫетре шутланать, хам хисеплекен хуҫан чи вӑйлӑ тарҫи те унта хӗвел ҫулталӑкра пӗр хут ҫаврӑннӑ вӑхӑтра чупса ҫитме пултараймӗ. — Пирӗн кунта виҫӗ кун пурӑнмалла. Катя кӗске ҫанӑллӑ шурӑ пурҫӑн блузкӑпа, кӑкӑрӗ умне шурӑ пӑнчӑллӑ кӑвак бант тирсе янӑ, калаҫнӑ хушӑра пит-куҫӗнчен тӳрех пӑхма тӑрӑшрӑм та сӑнарӗ ӗлӗкхинчен хаяртарах иккенне асӑрхарӑм. Вӑл мана хирӗҫ: «И, улпутӑмҫӑм! турӑ пулӑшсан, вӗсенчен начар ҫӳремӗпӗр-ха: эпир кунта малтанхи хут мар вӗт», — терӗ. Акӑ, ман платниксем ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке пур тени пурне те пит интереслентерсе ячӗ, Уҫӑпа ӑраснах интереслентеретчӗ. — А, ку хутӗнче вӑл манран вӗҫерӗнеймӗ! — сас пачӗ Негоро. Арҫын ӗҫӗ мар вӑл — ҫум ҫумласси! Полици мана нихӑҫан та курман, манӑн ҫынсем ирӗкре ҫӳреҫҫӗ, апла пулсан, полици шыракан Бен Джойс эпӗ иккенне кам кӑтартса парӗ? «Э, мӗншӗн ҫывхартрӑмӑр-и! — Роберт, — терӗ Мэри, пӑлханнипе шуралса, — мана ҫавӑн пекех туйӑнчӗ… сана мӗнле, мана та ҫавӑн пекех туйӑнчӗ… Ҫук, эпир иксӗмӗр те аташатпӑр, Роберт! Мана кусем пӗтӗмпех ҫав тери, ҫав тери вӑйлӑ йӑлӑхтарса, йӗрӗнтерсе ҫитернӗ!.. Ҫак икӗ пӗчӗк чансене юриех вӑл ман валли ҫырӑнса илчӗ… — Еплерех тенӗччӗ? — терӗ те Мересьев, хӑйӗн сӑнӗ ҫинчи питех те вырӑнлӑ мар кулла сирсе яма пултӑрайманнине туйрӗ. Пӗр-пӗрне ҫапӑнакан хӗҫсем чанклатни, пӗр вӗҫӗмсӗр пӑшал пени янӑраса тӑчӗ. Хӑв матрос тата! — Куратӑр-и, эпӗ асӑрхаттартӑм сире, — терӗ Гаррис, ҫамрӑк таврӑнсан. Элен Гленарванпа Мак-Набс майора Малькольм-Кэстльрен килнӗ кӳме пристаньре кӗтсе тӑнӑ. Гленарван, арӑмне лартса ярсанах, Глазгона каякан поезд патне васкарӗ. Кӳршӗ-аршӑсем туй пуласси ҫинчен татӑлнӑ ӗҫ ҫинчен калаҫнӑ пекех калаҫнӑ. Прасковия Петровна та хӑйӗн хӗрӗ юлашкинчен ҫапах та хӑйне тивӗҫлӗ каччӑ тупрӗ тесе савӑннӑ. — Эпӗ санран тӗлӗнетӗп! — кӑшкӑрса ячӗ Аркадий. Ҫӳлте ҫакланса тӑракан чулран вӗҫерӗнсен, вӗрен аялалла ӳкрӗ, вара ун хыҫҫӑн чулсем, лава ванчӑкӗсем ҫумӑр пекех, е тӗрӗсрех каласан, вӗлерме пултаракан пӑр пекех шакӑртатса анчӗҫ. Каҫ пуличчен Алексей ҫав шатра питлӗ салтак — Ҫӗпӗр ҫынни, колхоз председателӗ, сунарҫӑ, ҫарти професси енӗпе снайпер, ҫитменнине тата ӑнӑҫлӑ снайпер пулнине пӗлчӗ. ССР союзӗн пурнӑҫӗнче 1924 ҫулранпа 1936 ҫула ҫитичченхи тапхӑрта пулнӑ улшӑнусем Мӗнле улшӑнусем пулнӑ-ха ССР Союзӗн пурнӑҫӗнче 1924 ҫулранпа 1936 ҫула ҫитичченхи тапхӑрта, мӗнле улшӑнусем пулнине палӑртмалла пулнӑ-ха Конституци Комиссийӗ хӑйӗн Конституци проектӗнче? Пӗрре ҫӳлелле хӑпарнӑ, тепре аялалла аннӑ, е юри хӑй ӑспуҫӗ таҫта сапаланса кайнӑ пек пулса, кӗтесре стена ҫумне тайӑлса тӑнӑ, анчах хӑй пӗртте илемлӗ креолка ҫинчен куҫне илмен. Вара урнӑ пек пулса кайса, ним тӑва пӗлми тарӑхнипе манӑн январьтех Ленинграда вӗҫсе килмеллеччӗ иккен, хама госпитальтен хӑвӑртрах кӑларма ыйтмаллаччӗ, ҫине тӑмаллаччӗ, тесе шухӑшларӑм. — Юрӗ: эпӗ сана ӑсатса ярӑп. — Мӗн ҫинчен? Мӗн шуйттанӗ ку? Вӑл вӑхӑтри ученӑйсем хӑйсем те тирпейсӗр ҫынсем пулнӑ, мӗншӗн тесен, вӗсем пурнӑҫран питех те аякра тӑнӑ. — Яков — лайӑх ҫын? — тесе ыйтрӑм эпӗ вӗсенчен. Е тата таҫта аякра пӑшал пени илтӗнсе каять-и, шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ. Бояркин пӗр сас-чӗвсӗр карта ҫинчен анчӗ. Вӑл хӑйӗн лашине ҫапрӗ те ансӑр та хӑрушӑ ҫул тӑрӑх ут-вӗттин чуптарса кайрӗ; ҫав тери хӑвӑрт кайнипе эпӗ ӑна аран-аран хӑваласа ҫитрӗм, вӑл ыттисемпе пӗрлешме ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ. Покровск слободинче пурнакан китаецсем килтех пирус тӑватчӗҫ, ҫав пируссене сутма вара ачасене тара тытатчӗҫ. Вӑл ӑҫта куҫни мана пӗртте интереслентермест. Огарнов ҫӗнӗ гимнастеркӑпа, орденӗсемпе медалӗсене кукӑр-макӑр, епле кирлӗ ҫапла ҫыпӑҫтарса янӑ. Ҫынсене вӑл бригадӑсем тӑрӑх уйӑрать. Шӑтӑрнак тытса ҫаврӑннӑ анкартинче, талкишпе акшар куписем выртнӑ евӗр, хур кӗтӗвӗсем шап-шуррӑн курӑнаҫҫӗ. Ыттисене пурӑнма паман тӗрлӗ паккӑҫа эпир — икӗ ураллӑ-и вӑл, тӑватӑллӑ-и, — пӗр йӑнӑшмасӑр перетпӗр. Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсем Пирвайхи хаваслӑ самантсем иртсен, Паганель, Аустин, Вильсон тата Мюльреди, пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗнӗрен килнисем пурте хӑйсем шывсӑр типсе вилессине сисрӗҫ. Мӗне пӗлтерет ку? Ӑслӑскерсем, шуйттансем, ҫивӗчскерсем… Анчах та халӗ вӑл тискер кайӑк пек асӑрханса утрӗ. Сасартӑк ҫынсем тӑван пулса тӑчӗҫ, — пурне те ӑнланатӑп. Чӑнласах та ӗнтӗ, маориецсем суя вӑя ӗненни вӑл ӑнӑҫлӑ пуласса пӗлтерсе тӑрать. Телей яланах пӗр хӑйшӗн кӑна тӑрӑшать. — Ун пек пулсан, эпӗ улпут майрипе хам калаҫса татӑлатӑп. Пушкина туянас килетчӗ, анчах хулари пӗртен-пӗр букинист, усал старик, Пушкиншӑн ытла та нумай ыйтатчӗ. Тин-тин-тин! Дискуссипе пирӗн чӑн та нумай вӑй пӗтрӗ, анчах ӑна пула дискуссинче пулнӑ ҫамрӑксем нумай вӗренсе юлчӗҫ. Вӑл темле типӗ ҫын, ырӑ кӑмӑллӑ пулсан та, тепӗр чух ӑшӑ пулсан та… Унӑн ҫав пахалӑхӗсем ҫителӗклӗ таранах этемле мар… Пирӗн хыҫҫӑн йӗрлесе пыраҫҫӗ пулас? Король музыка пит юрататчӗ, король ҫуртӗнче час-часах концертсем тӑватчӗҫ. Ҫак, концертсенче хӑш чухне эпӗ те пулаттӑм. Мана ещӗкпе иле-иле пырса сӗтел ҫине лартатчӗҫ. Анчах оркестр ытла вӑйлӑ кӗрленипе эпӗ кӗввине те уйӑрса илейместӗм. — Эпӗ Ромашова хамӑн юлташ тесе шутламастӑп. Ҫавӑн пеккипе юлташ пулсан, мана намӑс пулнӑ пулӗччӗ!.. — Григорий Самойлов! Пилӗкӗнче хутламлӑ, хыҫалтан тӑсӑлса пыракан аркӑллӑ сарлака юбка, хальхи модӑллӑ хӗрарӑмсеннинчен пӗрре те кая мар. — Халӗ ӗнтӗ, кунта мӗн хунине пӑхӑпӑр, — терӗ сквайр. — Ӑҫтан пӗлнӗ эсӗ? — ыйтрӗ лешӗ аптӑраса. Пӳрте Лукерья Бояркина кӗчӗ. — Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп, Гек. Ҫӗртен купаласа тунӑ хӳмен тӗмескийӗ ҫинче, пӗчӗк тупӑ патӗнче, урисене хӑй айне хуҫлатса ларнӑ хуралҫӑ курӑнать. — Дефоржа тӗл пулмарӑн-и? Халӗ, хитре хула алӑран кайнӑ хыҫҫӑн, красноармеецсем салху ҫӳреҫҫӗ. Вӑл янравлӑн пӑшӑлтатнине вара хуторти ҫывӑхри килсенче те илтрӗҫ пулмалла: — Ку шуйттан ачи итлесе тӑрать пулмалла… Вӗсем хушшинче те нимӗҫе ҫакӑн пек, ҫав тери ҫывӑхран — куҫӑнах — курнисем сахал иккен. Вӗсенчен хӑшӗсем пӗр чарӑнмасӑр пӗрӗхтерсе тӑраҫҫӗ, теприсем тата юнтаракан Плутон евӗрлех чарӑна-чарӑна пӗрӗхтереҫҫӗ. Ҫанталӑк хӗрринче талккишӗпех вӑйлӑ пушарсем курӑннӑ. Фронт линийӗ ҫийӗнчех ракетӑсем чӗтренсе ҫутӑлса тӑнӑ: кӑвакраххисем — нимӗҫсен, сарӑраххисем — пирӗн. — Ҫутӑлас ҫук. Вӗлернӗ тесе мустангера айӑплаҫҫӗ терӗҫ мана. Ҫав тери вӑр-вар ҫӳрекенскер, ҫеҫенхир ӑмӑрткайӑкӗ пек ҫивчӗ, хӗрӳ юнлӑскер курӑнать! Ҫаксене пулах ӗнтӗ пани Попельская хуларан пианино ҫырӑнса илес пирки упӑшкипе сӑмах хускатрӗ. Аллисене саппун ҫумне шӑлса, Пашка пуҫласа яратчӗ: — Туррӑн ятне-е… — Мухтӑр, — тенӗ хыҫҫӑн пӗр виҫ-тӑватӑ сасӑ пырса хутшӑнатчӗҫ. Жихаревӗ пӑшӑрхансах кӑшкӑратчӗ: — Евгений — аяларах! Стефчовӑн та, онбашин те ун чухне ҫав йытӑ мӗншӗн Огнянова урнӑ пек тапӑннине, арман патӗнче вӑл мӗншӗн ҫӗре тӑрмаланине пӗлме май та пулман. Акӑ халь ҫав шухӑшсем ирӗксӗрех пӗр-пӗринпе ҫыхӑна пуҫларӗҫ. — Хамӑн обязанностьсене тума таврӑнтӑм, сэр, — тесе ответлерӗ Сильвер. Мӗншӗн Давыдов юлташ ҫичшер пӑт хӑварма сӗнчӗ-ха? Хамӑр пуҫ тӑррини ҫӗр хуппин хулӑнӑшне виҫсе пӗлме пултарнӑ-ши вӑл? Акӑ мӗншӗн вӑл кӗпере хӗрхенсе, башньӑна хупӑнса ларнисем ҫав енчен тарса тухасран кӗпере хирӗҫ тупӑ лартнипех ҫырлахрӗ. Вилесем пурте салтак тумтирӗсемпе, анчах пурте ҫара уран. — Кунтан икҫӗр мильӑра пысӑк ферма — Сан-Фелисе асьенда пур. Вӑл манпа пӗртӑванӑн харпӑрлӑхӗ, эпӗ суту-илӳ ӗҫӗпе час-часах ун патӗнче пулатӑп. — Мӗнле каларӗ вӑл, ҫав Городцов: тӗлӗкре те тырӑ куратӑп тет-и? Хӑй калама ҫук вӗриленчӗ, какӑрӗнче хӗртнӗ тимӗр выртать, тейӗн. Нуккӑ, пулӑшам-ха эп сана, — терӗ те вӑл хӗрарӑма сӑпайлӑн кӑвайт умӗнчен пӑрчӗ. Пӳлӗмрен тухса, хӑнӑхнӑ пӳлӗмсем витӗр утнӑ май манра каллех шанчӑк ҫуралчӗ — мана каллех нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ, анчах тухтӑрсен ҫав йӗрӗнчӗк япалисен — иодоформ, карболка шӑрши мана тӳрех ҫапса хуҫрӗ. Эпӗ: «Марья Васильевна мӗнле пурӑнать» тесе ҫеҫ ыйтрӑм, вӑл вара ҫапла каларӗ:— Тавтапуҫ, чиперех, — терӗ. — Мӗн тӑвас-ха? Капитан мана хама пулӑшакан ҫын, иккӗмӗш хирург, пулать тата мана шалу укҫи икӗ хут ӳстерсе тӳлетӗп, терӗ. Хӑйӗн калаҫӑвне вӗҫленӗ май, вӑл карапа ертсе пырас ӗҫре манӑн канашсене те итлеме пулни ҫинчен пӗлтерчӗ, мӗншӗн тесен тинӗс ҫӳревӗн ӗҫне эпӗ те унран кая мар пӗлетӗп, карапа та унпа пӗр танах ертсе пыма пултаратӑп. — Паллах, господин Паганель. Марьянӑпа вӑл калаҫмарӗ, лешӗ вара, ун ҫине пӑхса, унран кулкаларӗ анчах. Вӑл ответра король мана хамӑн свитӑпа пӗрле вунӑ юланутҫӑран тӑракан конвой хуралланипе Тральдрегдраба е Трильдрогдриба ҫитерме приказ панӑ (асӑннӑ хула ятне вӗсем апла та, капла та каланӑ). Мӑрлаккайҫӑм! Кушакӑм! Кушакҫӑм! Йӗпкӗн-хура эсӗ! Кушаксене юрататӑп-ҫке эпӗ, Лукич, кушаксене! Унтан вӑл хӗрӗн аллине чуптунӑ та, Кирила Петрович туй пирки мӗн калани ҫинчен шарламасӑрах, килне тухса кайнӑ. Ӑҫтан юхса килет-ха ку шыв? Ыранах хваттере тасатнӑ пулӑр… Тен, Билл текенни ӑна табак парать те пулӗ, тен, манӑн ҫук тесе суйма та пултарать. Турӑ хӑй пӗлет, суймастӑп, ун ҫине пӑхса илес тесе, эрнере виҫҫӗ унта ҫуран кая-кая килеттӗм. Хӑйӗн статьинче купец ҫынни тӗрлӗрен ирсӗрлӗх тата харкашу тӑвас тӗлӗшпе урӑх сослови представителӗсенчен чӑнах та чылай ҫӳлте тӑрать иккенне ҫирӗплетсе, Ежов: — Мӗнрен килет ку? — тесе ыйтнӑ. Вара ҫапла ответленӗ:«Ман шухӑшпа, ҫак тискер хӑтланчӑксем енне туртӑнни, — культура ҫитменнинчен килнипе пӗрлех, — энерги ытлашши пулнипе тата ӗҫсӗр аптранипе условиленсе тӑрать. Халӑх сучӗ мар, урӑххисем суд тӑвӗҫ сана, эпӗ хамах акӑ, халех, хамах суд тӑватӑп. Эпир аякран аякка кайрӑмӑр, ним пулман пек хӑйне лӑпкӑ тытакан, пуҫне — кепка, ҫине — балахон тӑхӑннӑ лавҫӑ ыйӑхлӑ сассипе лашине кӑшкӑркаласа хӑратса пычӗ, манӑн шухӑшӑмсем, шурӑ пӳспе виткелесе хунӑ тупӑк патӗнчен вӗҫсе кайса, каллех таҫта-амакра пӑтрашса ҫӳрерӗҫ. — Акӑ, куратӑр-и ӗнтӗ, пирӗн пурнӑҫӑн командирӗсем, господасем кӗҫӗн чинсенче мӗнле туйӑм ӳстернӗ? «Тимӗртен тунӑ пулас ӑна», хушса хучӗ кинемей. Хӑй ытла пӑлханатчӗ, тутисем те кӑштах чӗтӗретчӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсем анаталла пуҫ ҫавӑрӑнса каймалла вӑрхӑнса анаҫҫӗ те, вӗсен куҫӗсене темӗнле тискер хӑрушлӑх та курӑнса иртет: тем пысӑкӑш ҫӗр татӑккисем тӗпсӗр авӑрсене чӑмаҫҫӗ, ӗмӗртенпе ларнӑ йывӑҫсене тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлтарса каять, хӗвеланӑҫ енчен тайлӑмӑн мӗнпур тӗмескесем тикӗсленсе юлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек пит те кӑмӑллӑн калаҫнӑ хыҫҫӑн сирӗн лайӑхрах ӗҫме кирлӗ ӗнтӗ, тесе шутлатӑп эпӗ. Мӗн тӑратӑн-ха эсӗ? — Пирӗн рота командирӗн хушамачӗ мӗнле ҫак? — ыйтнӑ Пест хӑйне юнашар выртакан юнкертан, — питӗ харсӑр иккен вӑл! Чарӑн, ан лаша ҫинчен!» «Рихтгофен»! — Ну, тавтапуҫ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтаракансенчен стихарьсемпе рясӑсене пӗри тепринчен тӑпӑлтара-тӑпӑлтара илсех туянаҫҫӗ. Жандармсем ун ҫине пӑхма пултараймаҫҫӗ. — Акӑ, пӑх-ха, Алексей епле юратать хӑйӗнне… Подпоручика аякранах асӑрхаса, кая юлнӑскере юриех кулса хисеп тӑвасшӑн пулнӑн, Слива ротӑна тӳп-тӳррӗн тӑма команда паратчӗ те, аллине сехет тытса, вӑтаннине такӑнкалакан та хӗҫӗпе тӑлланакан Ромашов варах хушӑ хӑй вырӑнне тупаймасӑр ҫӳренине пӗр хускалмасӑр сӑнатчӗ. Корнаковсем патне Володьӑпа пӗрле хӑюллӑнах кӗтӗм; анчах, мана княгиня ташлама сӗнсен, эпӗ кунта питӗ нумай ташлас шутпа килнӗччӗ пулин те, эпӗ ташламастӑп, терӗм те именсе кайрӑм, вара палламан ҫынсем хушшине пӗччен тӑрса юлсан, яланхиллех акӑш-макӑш имене пуҫларӑм, ман именӳ ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ. Лайӑх ҫынсем ӑна юрататчӗҫ, япӑхраххисем — хӑратчӗҫ; ватӑ будочник Никифорыч пурччӗ, — вӑл та Гурие яланах тилӗ пек кулса саламлатчӗ. — Йӑлтах суяҫҫӗ — вӑт ҫав майпа. Вильсон руль кӗреҫи патне тӑчӗ. Апатланнӑ хыҫҫӑн вӗсен каллех кӑмӑлӗсем пӑсӑлчӗҫ, алли-урисем вӗсен хытса ларчӗҫ, вӗсем хӑйсен ӑшӗсенче каллех киле каясшӑн хуйхӑрма пуҫларӗҫ. Кӳршӗри ялсенчен хресченсем пухӑннӑ — пӗрисем кайӑк-кӗшӗкӗсемпе сыснасем, теприсем сӗт-ҫу, виҫҫӗмӗшӗсем выльӑх-чӗрлӗх сутма илсе килнӗ. Ял Совечӗн анлӑ картишӗнче пар лаша кӳлмелли пушӑ ҫуна ларать. Прокторсем пирки вӑл нимӗн те калама хушмарӗ, Апторповсем пирки ҫеҫ калӑр терӗ, — тӗп-тӗрӗс калатӑп, мӗншӗн тесен Мери Джейн ҫурт пирки сӑмахлама унта та кӗрет; эпӗ пӗлетӗп-ҫке, мӗншӗн тесен вӑл хӑй каларӗ мана. Анчах ҫавӑнта ҫитсе пӑхасси ытла та хытӑ илӗртрӗ, ҫавӑнпа та ачасем унта кайса пӑхас, терӗҫ. Хартлатни чарӑнсанах, каялла ҫаврӑнас та яра парас тесе каварлашрӗҫ вӗсем. Ҫав хӑйне тӗллӗн, хӑй пурӑнас тенипе мар пурӑнакан, хурлӑхлӑ кунсем чӗнсе илнипе ҫеҫ килсе тӑракан савӑнӑҫӑн шалти вӑйӗ шанчӑклӑ мар. Вӑрҫӑ пӗтрӗ. — Пирӗн мӗн тумалла-ха апла? — терӗ Гленарван. Пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ пӳрнисене ҫамки ҫумне тӗксе лартса, макӑрнӑ сасӑпа калать вӑл: — Эй турӑ! Эй турӑ, эпӗ ним те ыйтмастӑп, мана ним те кирлӗ мар, канма ҫеҫ пар, лӑплантар мана, турӑ, хӑвӑн вӑй-хӑватупа! Хаклӑ кунсене! Кайнӑ чухне пире вӑл артистсен темле шалти ҫулӗсемпе ертсе кайрӗ, пынӑ чухнех эпӗ, мӗншӗн унӑн гримӗ докторӑнни пек мар тесе ыйтрӑм та, вӑл мӑнкӑмӑллӑн:— Ӑна ҫавӑн пек шухӑшласа тунӑ, — тесе тавӑрчӗ. Учрежденире те эпӗ кунта ӗҫленине пӗлсех тӑраҫҫӗ. Анчах ту хысакӗпе унӑн тухма-кӗме ҫук тӑррисем, хӑйсен ал тӗкӗнми пӗркенчӗкӗпе витӗнсе, шӑппӑнах ҫывӑратчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ, хам мӗн калас тенине каларӑм та, ҫакна куратӑп эпӗ — шӑпам ман тухман-ха, вӑл пӗтӗмпех малта, чӗре ыратать пулин те, ҫын шӑпи урлӑ утса каҫасшӑн мар эпӗ. Акӑ вӗсем пӗр тикӗссӗн те йывӑррӑн пусса утса кайрӗҫ, кашни утӑм тумассеренех вӗсен пуҫӗсем ҫийӗн темскер кӗрлесе, мӑрӑлтатса, янӑраса каять. Дубава сасартӑк ҫиленсе кайрӗ. — Эсӗ макӑратӑн-и? Эсӗ макӑратан-и? — Тӗленӳ, ачашлӑх та шеллени янӑрарӗ ун сассинче пӗр харӑсах. Куҫхаршийӗсем ҫукпа пӗрех, кӑвак куҫӗсем аран ҫеҫ палӑраҫҫӗ, ҫак сарлака та нӗрсӗр пит ҫине пӑхсан, вӑл мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлме питӗ йывӑр ӗнтӗ. — Унта… Том, ӑна мӑшкӑлласа, хӑй ҫӗнтернипе мӑнкӑмӑлланса, килнелле утрӗ. Анчах вӑл хӑй палламан ача еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнсанах, лешӗ Тома чулпа яра пачӗ те хулпуҫҫи шӑммисем хушшипе лектерчӗ, хӑй вара антилопа пекех тарма тапратрӗ. Темле, ӑнсӑртран тенӗ пек ҫеҫ хӑтӑлса юлчӗ Андрей. Тӑшман тумтирӗнчен тытса ӗлкӗрчӗ вӑл. Вӗсем вара иккӗшӗ те, урлӑ-пирлӗ ҫаврӑнкаласа илсе, воронка тӗпнелле анса кайрӗҫ. — Мӗншӗн-ха? — Мӗн пулнӑ вара? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Куратӑр-и, савнӑ чунӑм, — терӗ кукамай аттене, Гаша мӑкӑртатма чарӑнмасӑр пӳлӗмрен тухсан, — вӑт, еплерех калаҫаҫҫӗ вӗсем манпала хам ҫуртра? Пулма пултарать, мӗншӗн тесен Дик аллисене те, урисене те хӑй палачӗ киличченхинчен ирӗкленрех хускатма пултарнине туйса илчӗ. Совесть вӑл ӑшра темӗн чухлӗ вырӑн йышӑнать, анчах усси пӗр чӗптӗм те ҫук унран. Пирӗн ӗҫре пӗр минут та ҫухатма юрамасть. Пулать-и ун пек тума? «Мӗн тетӗр эсир?» терӗ вӑл, аллисене шарт ҫупса: «Иван Иванович, эсир-и ку?» — Вӗренни — кирлӗ. Лешӗ сиксе тӑчӗ те, ыйхӑ тӗлӗшпе ӑна паллаймасӑр, ун ҫине пӑтранчӑк куҫӗпе хӑраса пӑхрӗ. Анчах, кушаксӑр пуҫне, нимӗн те, тупса кӑлараймарӗ. — Хӑрушӑ ответ. — Ыран ирех килӗр. — Ӑҫта сирӗн кунта телефон? Ливингстонӑн Стэнли тупнӑ алҫырӑвӗсенче вӗсем ҫинчен вулама питӗ интереслӗ. — Эсӗр Вильямса пытарнӑ шӑтӑк ҫывӑхӗнче пулман-и? Ульяна ӑна хӑех уҫса кӗртрӗ, ҫав хушӑрах кӑмӑлсӑрланса:— Мӗн пит каҫа юлтӑн вара эсӗ? — терӗ. Кӑвакарчӑнсемшӗн ҫеҫ хыпса ҫунатӑн, вӗсемпе пӗчӗк ача пек муталанатӑн. Социализмран кулатӑн пулать, ҫӗлен?.. — Венгрие куртӑм, — ответлерӗ Городцов, тутисене мӑнкӑмӑллӑн пӗркелесе. Ҫавӑн пек кая юлнӑ пирки сисӗмлӗ машина штопора кӗрсе кайма, вара пӗтӗмпех пӗтме пултарнӑ. — Ку ыйту вырӑнлӑ мар! — кӑшкӑрчӗ Демка Ушаков. «Сысна тушки! илтрӗн-и, пӗр сысна! — тӗксе илчӗ ткач кумне. Вырӑнти чӗлхепе калаҫса ларнӑ ҫӗртех, мана та ӑнланмалла пултӑр тесе, пичче нимӗҫ сӑмахӗсем хушса, Фридриксон господин латинла сӑмахсем хушса калаҫкаларӗҫ. «Ту-Этемӗн кӗсйисене пурне те ухтарса пӑхнӑ хыҫҫӑн эпир унӑн темӗнле пысӑк тискер кайӑк тирӗнчен тунӑ пиҫиххине тӗплӗ пӑхма тытӑнтӑмӑр. Ҫак пиҫиххин сулахай енче вӑтам этем пӗвӗнчен пилӗк хут вӑрӑм хӗҫ ҫакӑнса тӑрать, сылтӑм енче — икӗ пӳлӗмлӗ хутаҫ е михӗ. Ҫав пӳлӗмсенчен кашнинех сирӗн величествӑна пӑхӑнса тӑракан ҫынсем виҫшер ҫын шӑнӑҫма пултарать. Етре — Турӑҫӑм, пӑшал тарӗ!.. — кӑшкӑрса ячӗ Мими пӑлханнипе пӳлӗнекен сасӑпа. — Здравствуйте, майор, — Горева хӑй аллине Голышевӑн тарласа кайнӑ сарӑ-хӑмӑр ал тупанӗ ҫине хучӗ, вӑл аманнӑ ҫын юн нумай ҫухатнине, ывӑннине тата тарӑхнине тӳрех тавҫӑрса илчӗ. Воропаев шкул умӗнчи площаде вилнӗ геройсен площачӗ ятне пама сӗнчӗ — йышӑнчӗҫ. — Семен Нефердов, Н. полкри подполковник. — Халлӗхе кирлӗ мар, — терӗ Дик Сэнд. — Ия, эпӗ — ӗҫсӗр ҫын! Павка пурӑнӑҫӑн пӗтӗм тарӑнӑшне, унӑн чи тӗпне пӑхса курчӗ, кунта вӑл, халиччен курман-илтмен ҫӗнӗ енсене пӗлме ҫунаканскер, ҫӗрӗк лачака йӳҫӗхсӗр, пӑнтӑхнӑ шӑршӑсӑр пуҫне нимӗн те курмарӗ. Туссем кӑмака патне пырса ларчӗҫ. Пилӗк минут та иртмен, лашасене улӑштарса та илнӗ. Мӗн пӗлет вӑл? — сӑмаха хутшӑнчӗ Ставри пуп. Тимур хут татӑкӗ илчӗ те кӑвак кӑранташпа, саспаллисене кукӑрткаласа, ҫырса хучӗ: «Квакин, хураллама кирлӗ мар. — Бризигеллӑра уйрӑмах п-паллӑ япала пуррине пӗлменччӗ-ха эпӗ. Чӑтма ҫук лайӑх мар! Вӑл хӑйне алӑран хыттӑн тытнӑ хӗрарӑма питӗнчен пӑхрӗ те, куҫӗпе тӗлӗнерех йӑлкӑшса илсе, тепӗр хут каларӗ: — Ҫынсем уншӑн, турӑшӑн, вилмен пулсан, Христос та пулас ҫукчӗ вӗт! Анчах вӑл килмерӗ, вара, унран нимле хыпар та илменнипе, Джемс Уэлдон ку карапа ҫухалнисен шутне кӗртрӗ пуль. Вӗл ҫав ӗҫе пӗр ҫын тума пултарассине астуса илнӗ. Фома, ҫакна сиссе, хӑй вӗсене чӑрмантарнине ӑнланнӑ. Ара вӑл, шуйттан, чи лайӑх кил хуҫи шутланать, ҫав вӑхӑтрах ҫакнашкал ухмахла сӳпӗлтетет! — Мӗншӗн тата? Дубков пӗр чарӑнмасӑр суйрӗ, Володя та эпӗ пачах кӗтмен ҫӗртен кулӑшла мереккесем питӗ лайӑх кала-кала кӑтартрӗ, эпир итленӗ май нумай култӑмӑр. Старик ура ҫине сиксе тӑчӗ, ҫаврака лента чӑмӑрккине ҫавӑрса тытрӗ, ӑна куҫӗсемпе тӗллерӗ. Матвейчук хӑйӗн шӑртла касса янӑ пуҫне ҫӗклерӗ, чее куҫне мӑшкӑллӑн хӗссе, яш ача енне ҫаврӑнса пӑхрӗ: — Юрать, аван ӗҫ ӗнтӗ вӑл, Середа. Хурал тӑратмасан та мая килӗ тетӗп: тискер кайӑксем килсен, вӗсене хӑваласа яма пирӗн йыш ытлашшипех ҫитет. Куншӑн мана ҫакса вӗлерме пултаратӑр, анчах та эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршыва сутман, пӑрахман, пӑрахас та ҫук. — Чӑнах-и? Чи хыҫалти лав хайхи хурӑн пуҫлӑ виле ҫӗлен патне ҫитсен, питне чӗркенӗ ҫын, ҫӗлен патӗнчен кайманскер, Пантелей енне ҫаврӑнчӗ те йӗрес пек сасӑпа ыйтрӗ: — Мучи, мӗншӗн вӗлерчӗ-ха ӗнтӗ вӑл хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен ҫурине? Именнине, кӗтнине те телее пула чӗтӗресе, ҫийӗнчи тумӗсене вӗҫертнӗ Суламифь, вӗсене аялалла, урисем патне антарнӑ та, вӗсем урлӑ ярса пусса, пичӗпе чӳрече енне пӑхаканскер те решетке урлашкисем витӗр уйӑх ҫутипе ялтӑраканскер, пӳлӗм варринче ҫаппа-ҫарамас тӑрса юлнӑ. Имение хӑйне каялла тавӑрса панӑ чухне мӗн те пулин ҫитмест, мӗн те пулин ҫук тесе шутлать пулсан, хӑйӗн ун ҫинчен уҫҫӑн кӑтартса паракан майсем тата законнӑй сӑлтавсем пулсан, Троекуров ун пирки тивӗҫлӗ ҫӗрте уйрӑм ыйту хускатма пултарать. Ӑна мӗн пулнине никам та ӑнланаймарӗ; Михаил Александрович Лозневой ҫӗрвиҫевҫӗшӗн хӑйӗн ывӑлӗ пӗрре те ыттисенни пек мар, уйрӑммӑнах ӑслӑ, пур енчен те пултаруллӑ пек туйӑннӑ. Ашшӗ-амӑшӗ тени яланах ҫапла ӗнтӗ вӑл, харпӑр хай ачи-пӑчине ыттисеннинчен мала хурать. Ывӑлӗн пуласлӑхӗ ҫинчен Михаил Александрович час-часах чун хавалӗпе ҫӗкленсе, поэтла шухӑшланӑ. Ганспа исландецсем вырӑнтан та тапранмарӗҫ. Ҫав каҫхине Давыдовпа Макар чунтан-чӗререн калаҫса ларчӗҫ. Гильом де Ногарэне чиркӳрен уйӑрнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫакӑн пек пули-пулми сӑлтава пула хӑйӗн ӗҫне тума пӑрахман. — Ах, апла эппин! — терӗ вӑл. Ҫав тери йывӑр ӗнтӗ вӑл ҫывхарасса кӗтсе тӑма, Андрей пичӗ тӑрӑх тар юхсах анчӗ. Тӑлӑх арӑм вара пачах вӑрҫмарӗ, ҫурта ҫӑвӗпе тӑм вараланчӑкне хырса тасатрӗ. Ку вӗсен хушшинчи тахҫанхи хирӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем ӗнтӗ эшафот патне ҫывхарчӗҫ. Мӗнле-ха апла? Ҫав ирсӗр вара… мӗнле чӗнеҫҫӗ-ха ӑна… унӑн ячӗ нумай… ҫав Гуж-ле-Брюан, вӑлах Иманус, вӑлах Кӑваккисен ҫиҫӗмӗ… ҫав ҫын сӑнарлӑ шуйттан пирӗн ачасене вӗлерессипе хӑратать. Шутласа ҫеҫ пӑхӑр, командир, ҫав ачасене мӗнле вӗлерттермелле! Старик ӑсран тайӑлнӑ. Мексиканецпа юнашарах унӑн тусӗсем те лараҫҫӗ. — Апла пулсан, хӑвӑр шухӑшпа, — хушса хучӗ Гленарван, питӗ кӑмӑлсӑрланнӑ сассипе, — «Британипе» Австрали ҫыранӗсем патӗнче крушени пулнӑ тесшӗн эсир, документра та ҫапла ҫырнӑ пулать? — Каҫар мана, анне! — терӗ вӑл хуллентерех. — Эсӗ манӑн шухӑш ҫине килсе пусса пӑхасшӑн-и, айванчӑкӑм? Вӑхӑт пур халӗ. Вара вӑл ура ҫине тӑчӗ, анчах ҫавӑнтах чалӑшса кайрӗ те, пырне ярса тытрӗ. — Эпӗ-ха, тӑванӑмсем. Ҫапла иртсе кайрӗ малтанхи кун. Залран хапӑлланӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах Окунев:— Салам калама Павка Корчагина сӑмах паратӑп! — тесе лӑплантарса та хучӗ. Ҫав ҫинҫе сасса илтсен, кулмасӑр ниепле те тӳсме ҫукчӗ. Ҫичӗ ҫулта чухне пӳртри ӗҫсене мӗнлерех тӑватчӗ тата вӑл! Вӑл ҫапла нумай кайма пултарӗ-ши? — Шӑпрах! — кӗскен пӑшӑлтатрӗ Клодт. Пароход корми ҫине кайсан лайӑхчӗ, — унта, тавар ещӗкӗсем хушшине, матроссем, кочегарсем пуҫтарӑнаҫҫӗ, пассажирсенчен картла укҫа выляса илеҫҫӗ, юрӑсем юрлаҫҫӗ, интереслӗ историсем каласа кӑтартаҫҫӗ. Диаз тӳссе тӑраймасӑр ун аллинчен хута ярса илчӗ те сӗмсӗрленсе вулама пуҫларӗ. Паян пур подразделенисенче те пулса курнӑ Фрося Шаповаленко санинструктора хӑйпе пӗрле илчӗ те, Александра Ивановна хӑйсенчен пӗр ҫур километра яхӑн маларах ҫапӑҫакан батальона кайрӗ. Бег-Агамалов ҫеҫ, Ромашовпа юнашар ларнӑ та, ҫилӗллӗн те тытӑнчӑклӑн мӑшлатаканскер, ҫул тӑршшӗпех пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Элле эпӗ, хам пултарнӑ таран, Хӗвелтухӑҫӗнче те, Кӑнтӑрта та ҫапӑҫмарӑм-и? Вӑл ҫав вилне ҫынна ҫаратрӗ. Инструктор ӗҫне вӑл пите ҫӑмӑл ӑнланать: вӑрҫать вӑл мана, ҫӗртен ҫӳлерех хӑпарнӑ май хытӑран хыт вӑрҫма пуҫлать. Юрдан пеккисем тӳрре тухнӑ кунсем те ҫитрӗҫ ҫав, Фратю йышши ҫынсем тӳрӗ ҫынсен шутӗнчеччӗ-ха. Ҫук! Такам, хӑмла ҫырли турачӗсенчен ҫакланса, вӗсене хуҫа-хуҫа чупрӗ, унтан хуллен, ҫиллессӗн кӑшкӑрни илтӗнчӗ: — Мӗн эсӗ, шуйттан? Вокзалта ҫын ҫук. Юрать, ку хушӑра ҫумӑр пулмарӗ, ҫавӑнпа пӗр эрне малтантарах пулнӑ йӗрсене те ҫӑмӑллӑнах вулама пулать. Паллах, хӑнӑхмасӑр вӗсене пӗлсе илмелли ҫук. Пирӗн Конституци системи тӑрӑх ССР Союзӗнче Аслӑ Совет пекех пӗтӗм халӑхпа суйланӑ, хӑйне Аслӑ Совета хирӗҫ тӑратма пултаракан пӗччен президент пулмалла мар. Эпӗ аптраса ҫитрӗм пулас, мӗншӗн тесен вӑл пӗр минут хушши ман ҫине тинкерсе, ырӑ кӑмӑлпа пӑхса тӑчӗ. Вӑл сулкаланнӑ. Ку маншӑн ырӑ япала! Ах, мӗнле лайӑх тунӑ! Э-эх, ҫемҫешке! Ҫамки ун лутра, сӑмси кӑшт тачкарах та каҫӑртарах, ӳчӗ ҫӳхе пулнипе те, алли-ури илемлӗ пулнипе те мухтанма пултарайман вӑл — анчах мӗне пӗлтерет-ха ку? — Мур илесшӗ! — Унӑн чӗри тӳсес ҫук, — тенӗ вӑл. Шульгович полковник Ромашова ҫийӗнчех йышӑнмарӗ: ун кабинетӗнче такам пурччӗ. Андрий тӳрех герблӑ тата касса тунӑ тӗрлӗ эрешлӗ пысӑк юман алӑкран кӗме тӑнӑччӗ, анчах тутар хӗрарӑмӗ ӑна ҫанӑран туртрӗ те тул еннелле тухакан пӗчӗк алӑк ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Эпӗ шашулккана пусрӑм та алӑка уҫрӑм. Пуҫри мухмӑр шавӗ витӗр, вӗҫӗмсӗр ӗҫнипе анраса ҫитнӗ шӑмшак ыратнине туйса, Артамонов иртнӗ каҫ мӗн-мӗн пулнисене, мӗнле ашкӑннисене салхуллӑн аса илсе выртрӗ; ҫав вӑхӑтра, сасартӑк, стена ӑшӗнчен тухнӑ пек, Алексей кӗрсе тӑчӗ. — Сыхланӑр! — кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна: — халех ан ӳкӗр-ха, вӑл ырра пӗлтермест. Эпӗ вӗсене хама антарса хӑварнӑ ҫӗршыв мӗнле ҫӗршыв пулни ҫинчен каласа пама ыйтрӑм, анчах вӗсем тупа тусах ҫак ҫӗршыв ҫинчен хӑйсем те манран ытла пӗлменни ҫинчен каласа пачӗҫ. Капитана кура, хӑнасем те сӑхсӑхма пуҫланӑ, вӗсен картусӗсемпе цилиндрӗсем, хура кайӑксен ушкӑнӗ пек, сывлӑшра вӗлтлесе илнӗ. Полицейски татах пуҫне сулларӗ. Нагульнов Давыдова куҫ хӗссе илчӗ те тула тухрӗ.. Вӑл вӗҫӗмсӗр сулкаланни, пӗр майлӑ ҫаврӑнкалани, майӗпе аллисем валли упражненисем туни ҫине (кусене вӑл ҫав тери тӑрӑшса, пӗр пек сулӑнкаланакан сехет маятникӗ пек туса пынӑ), пурин ҫине те пӑхма йывӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та утма пултаракан юлташӗсем ҫак вӑхӑтра коридор тӑрӑх сулланса ҫӳреме тухса кӑйнӑ, койка ҫинчен тӑрайман Стручков вара одеялпа пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, ҫывӑрса кайма тӑрӑшнӑ. О, сывлӑху чипер пулинччӗ! Ҫак меслетпе темиҫе тапхӑр та анма пулать. Вӑл питех те хӑюллӑ ученӑй, паттӑр ҫын; эсир иксӗр те пӗр йышши пулнине санӑн манмалла мар. Деренков унӑн хӗрӳллӗ куҫӗсенчен пӑхасшӑн марччӗ, ҫынсем умӗнче унпа хуҫаллӑ, типпӗнрех, хушакан сасӑпа калаҫатчӗ, анчах вӑл кайнӑ чух ӑна салхуллӑрах пӑхса ӑсататчӗ, унпа пӗччен, куҫа-куҫӑн калаҫнӑ чух сухалӗнчен турткаласа, именсе, хӑюсӑр калаҫатчӗ. Ку нимех те мар! Унсӑр пуҫне тата тӑшмана яланах сӑнаса тӑма, кӗҫӗрех пӗр нимӗҫне тыткӑна илме хушнӑ, — ку вара дивизи тӑракан участокра нимӗҫсем хӑҫан ҫӗнӗрен-килсе ҫапма шутланине тӗрӗс пӗлме кирлӗ пулнӑ. Пӗтӗм хула тӗтӗмпе хупланнӑ, Алексей ҫуралса ӳснӗ вырӑнта, унӑн амӑшӗ пурӑннӑ ҫурт вырӑнӗнче, ҫакнашкал хуралса кайнӑ кӑмака мӑрьи ҫеҫ хӑрушшӑн ларать. Хӑй калакан ҫӑмӑл кӗвӗсене вӑл ҫак ҫутҫанталӑкран, унӑн вӑрманӗсен шавӗнчен, ҫеҫенхир курӑкӗсен пӑшӑлтатӑвӗнчен, хӑй сӑпкара чухнех илтнӗ шухӑша яракан авалхи тӑван юрӑсенчен вӗреннӗ. Ҫаван пек пӗччен ларакан хурӑнсене Андрей ҫак кӗркунне пӗрре ҫеҫ мар курнӑ пулин те, ҫак хурӑна курсан, темшӗн-ҫке, вӑл хӑй Ольховкӑна ҫитес умӗн ҫул хӗрринче курнӑ хурӑна аса илчӗ. Кунта вара, капла сухалама юраманнине, Любишкин та ӑнланса илчӗ. — Кунта эпир ҫакна та шута илмерӗмӗр-ха: утмӑл тӑватӑ километр аялалла анмашкӑн эпир горизонтальпе виҫҫӗр хӗрӗх километр кайнӑ пулсан, пирӗн кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫӗ хушшинелле вӑтӑр икӗ пик километр каймалла: ҫапла ҫӗр ҫинчи пӗр-пӗр пӑнчӑран унӑн варрине анса ҫитмешкӗн питӗ нумай вӑхӑт кирлӗ пулать. — Виҫӗ сехетлӗхе кӑна-и? — пӑлханса ыйтрӗ вӑл. Бубенчиковсем, ҫаплах-ха ним ӑнланмасӑр пӗрин хыҫҫӑн тепри:— Кам ку?! — тесе кӑшкӑрашса тӑчӗҫ. Сулӑм памасан виличченех тытатпӑр. Анчах та капла вӗсемпе нумай чӑрманмалла пулать. — Тӑрантар, тухса тарасран сыхла… «Мӗн эсир мана ухмах вырӑнне хуратӑр-им?» тетӗп. — Эпӗ астӑватӑп, кӑнтӑрла курнӑ эп. Е ҫил кассӑн-кассӑн вӗрсен, эпӗ тахҫанах шыва путнӑ пулӑттӑм. Анчах пӗр тикӗс вӗрекен ҫил ҫинче манӑн пӗчӗкҫӗ челнок мӗн тери ҫӑмӑллипе ҫеҫ тӗлӗнме пулать. Э-эх, йывӑр!.. Ку ушкӑн Генри Пойндекстере шырама кайман. Нимӗн те курӑнмасть пулсан та, юлнӑ козаксем лешсене чылайччен аякран алсемпе сулса тӑчӗҫ. Анчах хӑй сайра хутра кӑна ҫилленнӗ; ытларахӑш чухне вӑл йӑмӑкне хирӗҫ ҫемҫен те шеллевлӗн тавӑрса каланӑ, лешӗ те, иккӗшӗ ҫех юлсан, тавлашура кашнинчех хӑй парӑннӑ; анчах ку, паллах, калаҫӑва ҫӗнӗрен пуҫарса яма кансӗрлемен. Мӗн те пулин тӑвас, ҫырусем ҫырас, вулас тетӗп; нимӗн те тума пултараймастӑп. Кунта тата темӗнле станцӑна ҫитсе чарӑннӑ та, пӗр ҫуна ҫинчен теприн ҫине куҫса лармалла, эрех валли памалла. Ҫапла ӗнтӗ, хӑшпӗр йӑхри ҫынсем хушшинче хӑйсен тарҫисен тумтирӗсемпе хӑйсен каретисен алӑкӗсем ҫине хушамат паллисем ӳкерес йӑларан кая мар хаярлӑх, суялӑх, хӑравҫӑлӑх сарӑлнӑ. Хамӑр пӗлӗшсенчен кам та пулин килте пулсан, вӗсене ҫавӑнта илсе кайма, унта эрех ӗҫме, калаҫма пултаратӑн, анчах ӳсӗрличчен ӗҫесрен, сӑмах ҫаптарма пуҫласран сире, хуҫапа иксӗре те, турӑ сыхлатӑп! Ун пӗлӗшӗ ӑна жалоба пама сӗннӗ; анчах станца пуҫлӑхӗ кӑшт шухӑшланӑ та аллине сулнӑ, текех ҫӳресе те усси пулас ҫуккине туйса илнӗ. Пирвайхи куплета вӑл пӗчченех кичемлӗн юрласа илчӗ, унтан ӑна хӑйӗн тарӑн та вӑйлӑ баритонӗпе Стручков пулӑшма тытӑнчӗ. Ҫакна каланӑ чухне хӑйне аран-аран лӑпкӑн тытма пултарнӑ Негоро, ӑна ҫисе ярасшӑн пулнӑ пек, Дик Сэнд патнелле пӗшкӗнчӗ, ун сасартӑк тискерленнӗ пичӗ ҫамрӑк моряка халӗ перӗннӗпе пӗрех. Тата ҫак ҫекундӑрах хурӑр, унсӑрӑн эпӗ сире, салтаксене янӑ пек, гауптвахтӑна ярӑп. Темиҫе платник аллисене пуртӑ йӑтса ҫитрӗ. — Курмастӑн-им килнине? Алексей ун патӗнчен иртсе пынӑ чух Зина ӑна курмӑш пулчӗ, хулпуҫҫисене хаяррӑн хускатса илчӗ ҫеҫ. Лерен эпӗ тӳрех слободана каятӑп, унта манӑн палланӑ ҫын пур, Сизов. Кӗҫех вӑл шӑл тасатма тытӑнни, унтан шавлӑн тулхӑрса, хӑйне сивӗ шывпа сапса ҫӑвӑнни илтӗнчӗ. — Ҫапла, — терӗ вӑл, — юлашки тумлам! Ӑнлантӑн-и эсӗ ҫавна, юлашки! — Сире илме ӑҫта ямаллине Опанас Иванович пӗлет-и? Виличчен темиҫе эрне маларах вӗсем вӑй хулленех чакса пынине туйма тытӑнаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫакӑн пирки пӗрре те хӗн курса аппаланмаҫҫӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче гитлерла пусмӑрҫӑсем Пулковори обсерваторие йӑлт ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, анчах халь ӑна пӗтӗмпе юсаса ҫитернӗ. «Испаньола» ҫиле хирӗҫ чалӑшрах тӑнӑ та, утрав патне хӗвелтухӑҫ енчен пырать: — Атьсемӗрсем, сиртен хӑшӗ те пулин ҫак ҫӗре ӗлӗк курнӑ-и? — терӗ капитан, хӑйӗн пур приказанийӗсене туса ҫитерсен. — Эпӗ ҫавӑн пек шухӑшларӑм та ӗнтӗ. Анчах циклопла ҫак стенасене чӗрӗ мӗнлерех чунсем тума пултарнӑ? Икӗпитленме пӗлместӗп… Темиҫе кун хушши Разметнов Макар пирки шикленсе пурӑнчӗ. Мана халь пӗр улпут каласа пачӗ, вӑл госпожа ой-ой-ой, терӗ; улпучӗ те ухмахрах пулас. Ну, сан шутпа, вӑл чӑн та — ой-ой-ой пекех-и? — Эпӗ ун пек каланине пӗтӗмпех ӑнланаймастӑп, — тавӑрчӗ Аркадий. — Акӑ тата! Мӗнле айӑпсӑрскер! — Апла пулсан, эпӗ санӑн улпутна ӑнланмастӑп. Одинцова питӗ шеп, тавлашмалли те ҫук, анчах вӑл хӑйне ҫав тери сиввӗн те хыттӑн тытать… — Лӑпкӑ кӳлӗре… пӗлетӗн пуль! — ярса илчӗ Базаров. — Эсӗ вӑл сивӗ, тетӗн. Шӑп ҫакӑнта ӗнтӗ вӑл чи лайӑххи. Ҫак хушӑва итлеменнисене персе вӗлермелле. Эпир санпа земляксем апла. Вӗсем хӗрнӗҫемӗн хӗрсе пычӗҫ. — Эсир халь мӗн калани хӑвӑр нумай вуланине пӗлтерет, — хӗрсе хирӗҫ тӑчӗ ӑна Огнянов, — ҫаках вӑл эсир пӑлхар ыйтӑвне пӗлменнине те кӑтартать! Ӗлӗкхи туйсене хальхипе танлаштарма ҫук. Каҫалапа манӑн ҫав тери хырӑм выҫса кайрӗ. — Сана хӑварас-и? Унтан вара икӗ ҫарӗ те мӗн чухлӗ ҫын ҫухатнине шутларӗҫ, тыткӑна лекнисене улӑштарчӗҫ, малашне пӗр-пӗринпе хирӗҫӳсем пуласси тӗлӗшпе ҫӗнӗрен килӗшӳ турӗҫ тата хӑш кун тепре татӑклӑн ҫапӑҫасси ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ. Юлашкинчен икӗ ҫарӗ те пӗр ӗрете тӑрса тухрӗҫ те, кӗвӗ ҫеммипе утса, ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайрӗҫ. Том килелле пӗчченех утрӗ. Халл капитан та, хӑйӗн каютинчен тухса, карапсем еннелле утрӗ. Намӑс мана, чӑн та… — О, ҫиленсе килнӗ паян… усал! Ватӑлса ҫитичченех кӑмака умӗнче типсе хӑрма-и тата хирте вӑкӑрсем патӗнче те суха ҫинче ҫӳресе хӑшкӑлма-и? — Манӑн шухӑшпа, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Америка ҫӗрне Лӑпкӑ океанӑн ҫыранӗнчен пуҫласа кӗрсе кайнӑ вырӑнтан тытӑнмалла та, Атланти океанне ҫитичченех ҫак параллельрен ниҫта та пӑрӑнмасӑр пӗтӗм материк урлӑшӗпе каҫса каймалла. Тен, эпир ҫак ҫул ҫинче Грант капитана шыраса тупатпӑр! Леш ӑна итлерӗ, Эленпа иккӗшӗ вӗсем тепӗр минутранах сӑрт айне анса ҫитрӗҫ. Тихон унӑн сӑмахне хисепсӗр, кутӑнланса пӳлчӗ: — Машинӑсем пирки пурнӑҫ хаклӑ тата шав ытларах. Баймакова пӗрре Ильян ҫӑра кӑтра ҫӳҫӗсене турапа тураса якатать, тепре унӑн тута хӗрринче пухӑнакан юна, ҫамкипе тӑнлавӗсем ҫинчи тарне шӑлса илет. Тата хытӑрах кӗрлевпе мала сике-сике тухаҫҫӗ музыка кӗввисем. Ян улпут патӗнче, тарҫӑра тӑнӑ, анчах унӑн хӑйӗн ҫӗрӗ те пулнӑ, Марыся вара Липинца чиркӗвӗнчи шӑши пекех начарланнӑ, выҫӑхнӑ. Шпал хурасси вӑл — чӑкӑлтӑш, питӗ вӑрах пулса пыракан ӗҫ. — Эпӗ сире чикменнине ҫыхса парӑп! — терӗ Власова. Эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, мӗншӗн тесен манӑн тӑлӑх арӑм патӗнче урӑх пурӑнас килмест, унта мана каллех хӗстерме, хӑйсем пек каласан, воспитани пама пуҫлаҫҫӗ. Пӗр-пӗр хӑрушлӑх ҫинчен пӗлтереҫҫӗ пулинех. Анчах рулевой — ӑна чышкипе хырӑмӗнчен тӗкрӗ те: — Сана мӗн ӗҫ? — тесе ыйтрӗ. Пур ещӗксен ҫӑрисене те ҫӗмӗрсе тӑкнӑ. Алексей хӑй те, унӑн арӑмӗ те тӗрлӗ кирлӗ мар япаласене юратакан пулса кайнӑ, вӗсем хӑйсен пӳлӗмӗсене улпутсен ҫуртӗнчи пек тӗрлӗрен чаплӑ сӗтел-пукансем лӑках лартса тултарнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫав сӗтел-пукансене парнелеме юратнӑ: Натальйӑна фарфорпа илемлетнӗ кулӑшла шкап, хунямӑшне сӑранпа витнӗ пысӑк кресло тата Карели хурӑнӗнчен тунӑ, бронзӑпа эрешленӗ чаплӑ кравать парнеленӗ; — Пӗлместӗн-им? Кӑвак тӗслӗ вӑл — ытла та чечен. Ҫапла вара, хӗрлӗ тӗс те, «хӗрлӗ» янрав пекех, пирӗн чун-чӗрере ҫутӑпа хавхалану тата хӗрӳлӗх туйӑмӗсене ҫуратать, ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпир: «вӗри», хӗрӳ туйӑмлӑ, тетпӗр. «Эс-и-ха апла вӑл, сучка, — терӗ дьяк майри, ткач арӑмӗ патнелле ҫывхарса: — эсӗ иккен-ха вӑл, тухатмӑш, темскерсем ӗҫтерсе ун пуҫне ҫавӑраканни, ху патна ҫӳретӗр тесе ӗҫтерен пулать». — Тревога! — Кардинал нихҫан та килӗшмӗ, — терӗ Марконе. — Ну, ак эп сире валли пешкеш илсе килтӗм, — вара Лукашка пилӗкне салтрӗ те хайӗн чӗн пиҫиххи ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан икӗ кинжалран пӗрне хыврӗ. Грузири пек мар та, ҫапах чи лайӑх йышши… — Солтыс, мӗн япала вӑл часовой? Ку ҫав тери япӑх, харам… — Вӑт кулӑшла пулӗччӗ! Ан перӗр! Хӑш-пӗрисен шӳт тӑвас килекен те пулчӗ: — Эх, тӑмсай халӑх иккен вӑл нимӗҫсем! Казачкӑсем ҫатан карса пӗтернӗ те, савӑнӑҫлӑн калаҫса, сад пахчисенчен хӗвел аниччен васкаса тухаҫҫӗ. Сан умӑнта ӳпкелешрӗ-и? Ун сассинче вара ӳпкелесе калани сисӗнчӗ: — Э-э-э, Варюха-горюха! — Сан кинӳ кил-ҫурта ирех тирпейленӗ пулӗ-ха, урай шӑлнӑ, анчах эсӗ хӑв ӑсна сак айне е ҫутлӑх айне пытарнӑ пулсан, вӑл ӑна пурпӗрех шӑпӑрпа шӑлса илет те пар кӑларса пӑрахать. — Пурне те пит лайӑх ӑнлантӑм, сеньорита. Кирила Петрович канӑҫсӑрланма тытӑнчӗ. Эпӗ унӑн чӗмсӗрлӗхне пула ҫеҫен хирте мӗн чухлӗ асап тӳсмерӗм пулӗ! Вӑл каласа пӗтермерӗ, аллине ӗшенчӗклӗн сулчӗ те, ҫамрӑк офицер енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса, йӑлт курпунланнӑскер, пӗкӗрӗлсе пусӑрӑннӑскер, килнелле, хӑйӗн таса мар, ватӑ хусах хваттернелле, лӗмсӗртетрӗ. Иван Никифорович табак шӑршларӗ. Анчах Гленарван хаярлӑха ирӗк пама шутламарӗ. Ҫук, эпӗ… эпӗ, тӳррипех калатӑп, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке туса чӑкӑлташнине художник ӗҫӗ тесе шутламастӑп; ку вӑл ремесленник ӗҫӗ, художник ӗҫӗ мар». Вӑл васкать, вӗсенчен тарма пикенет, хӑй машинки ҫинче хутланса-пӗкӗрӗлсе ларать те, урипе калама ҫук хытӑ явкалантарать, куҫпа та курса юлаймастӑн. Сывлӑх сунатӑп, Остап!» Пӑшӑлтату шӑпланнӑ, мӗншӗн тесен виҫӗ ҫын вилтӑпри патнех ҫитнӗ те ачасем пытанса ларнӑ вырӑнтан инҫетре те мар чарӑнса тӑнӑ. Мана хирӗҫ шухӑша кайса, мӑнаҫланса, парадран тавӑрӑннӑ пек пур медалӗсене те ҫакса утса пыраканскер, вӑл аллине карттусӗ патне тытса пӗр сӑмахсӑрах иртсе кайрӗ, анчах самантранах чарӑнса, ман хыҫран ҫилӗллӗ сасӑпа пӗлтерчӗ: — Гурий Александровича арестленӗ кӗҫӗр… Умра кӑшт-кашт курӑксемпе тата тӗмсемпе ӳссе ларнӑ анлӑ ҫеҫенхир сарӑлса выртать. Ху телейлине ҫынсем урлӑ ҫеҫ тӗрӗслесе пӑхма пулать. Ваҫили Андрейч тӑлӑп ҫухине тавӑрсах итленӗ. Р. каласа кӑтартни — манӑн Ҫурҫӗрччӗ-ҫке вӑл. Калама ҫук хытӑ шӑхӑрнӑ сасӑ хӑлхана ҫурсах ярать. Урӑх никама та ҫиллентермерӗ пирӗн географӑн вӑрӑм алли-ури, унӑн сӑпайлӑхӗ, «ют ҫын ӗҫне пӗлме юратни те» урӑх никама та тарӑхтармарӗ, Пӗрне хӑй Индире чӗрӗ иогсене курнӑшӑн каҫарчӗҫ, теприне — вӑл Китайра ҫӗрӗшнӗ ҫӑмарта ҫинӗшӗн. — Путсӗр хӗрача! Пӗррехинче Николай, киле ялан вӑхӑтра таврӑнаканскер, службӑран ытти чухнехинчен нумай кая юлса таврӑнчӗ те тумтирне хывмасӑрах, тем пӑшӑрханнипе аллисене сӑтӑркаласа, васкавлӑн пӗлтерчӗ: — Пӗлетӗр-и, Ниловна, паян тӗрмерен пирӗн юлташсенчен пӗри тарнӑ. — Пӗр йытӑ ҫурине хирӗҫ те… — ҫухӑрнӑ Зубов. Мӗнле майпа ҫитсе тӑнӑ вӑл кунта — ӑна ниепле те ӑнланса илеймест. Кунта талккӑшӗпех хыр вӑрманӗ ларать, куратӑр-и эсир? Мӗнешкел килӗшет унӑн тин шӑтакан мӑйӑхне сенкер ҫухави! — Ну юрать те. — Эсир ытла та интересленсе пӑхнӑ пек курӑнать? Уҫӑ сывлӑшри тӗрлӗрен вӑйӑ тин ҫеҫ йывӑр чирлесе ирттернӗ ачашӑн усӑллӑ пулчӗ: тинӗс ҫилӗ, куллен кунхи гимнастика ун шуранка сӑн-питпе хӑвӑрт хӗрлӗ кӗрнеклӗх кӗртрӗҫ. Ман шутпа ку, е ытлашши нумай, е ҫителӗксӗр пулмалла пек. Эп сирӗн ирӗкӗн чури. — Курасчӗ-ҫке. Инкек пур енчен те ҫитме пултарать, эпӗ вара кунтан та хӑрушрах ан пултӑр тесе, нимӗн япалана та тытмасӑр тӑма шутларӑм. Карт пӳлӗмӗнче, столовӑйра, буфетра тата бильярднӑйра эрехпе, табакпа та вӑйӑ хӗрӗвӗпе анкӑ-минкӗленнӗ, кителӗсене йӳле янӑ ҫынсем халсӑр-хевтесӗррӗн тӗккелешеҫҫӗ, ним хускалман куҫӗсем хӑйсен йӳҫӗхнӗ, хӑтланкаларӑшӗсем ӳркевлӗ. Вӗсем шукӑль те таса тумланма тата пӳрт ӑшчиккине калама ҫук тирпейлӗ тытма хӑнӑхнӑ. Ку вӗсен йӑли, пурнӑҫра чи кирли пулса тӑрать ӗнтӗ. Йӗри-тавра кичем те тусанлӑ тӳремлӗх. — Анчах та телей кӑшт ҫеҫ пултӑр текен ҫын ҫук. — Хӑш ҫӗрте утса та каҫма пулать, хӑш-пӗр ҫӗрте ишмелли те пур, — терӗ Андрей. — Мӗн чухлӗ ҫыру тата мӗнле вӗтӗ ҫырнӑ, манӑн халех тухса каймалла… — Сире мӗн? — тӳрккессӗн тавӑрнӑ Фома. Эсӗ, тусӑм, социализма кайнӑ, авӑ ӑҫта ҫул тытнӑ эсӗ вӗсемпе! Фока кӗчӗ те алӑк янахӗ тӗлӗнче чарӑнса тӑрса: «апат хатӗр» тесе пӗлтерекен сасӑпах «лашасем хатӗр», — терӗ. Малалла мӗнлерех вара? — Малалла… Ох! Начарри тухать-ҫке ҫав хӗрес майрине, вилӗмрен те начартараххи. — Ҫурҫӗрти штатсем тахҫанах чуралӑха пӗтернӗ, кӑнтӑртисен те вӗсен тӗслӗхӗпе ҫапла тумалла пулчӗ. Тен, ҫитет пулӗ мана, э? Йывӑр вӑхӑт ҫывхарса пынӑ. Халиччен ӑна курман ҫын курсан, Ромашка чипер ҫынах тейӗ ҫав. Ҫав хушӑра Гленарван, Роберта хулпуҫҫинчен ыталанӑ та, унтан ҫапла ыйтать: — Савнӑ ачам, манӑн савнӑ ачам, мӗншӗн эсӗ сана юлашки шанӑҫпа ҫӑлас ӗҫе Талькава, е мана тума памарӑн? Ирӗк парӑр? Вӑл кӗсйинчен сехет кӑларчӗ те миҫе ҫапнине тӗрӗслерӗ. Юнлӑ йытӑсене савӑнтарас мар. Опанас Иванович пӳлӗмӗнчен Цимбал темле пултаруллӑ ҫын тунӑ питӗ аван протез илсе тухрӗ; ҫав протез патне колхоз область центрне ятарласах ҫын янӑ иккен. Кашни хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать. Епле-ха апла — урасем ҫук? Пӗлсех тӑрӑр! Ҫавна илтсен, ун куҫӗсем ҫеҫ темӗнле пысӑкланса кайрӗҫ. Юрлаканӗ хӑш чухне лайӑх сассине кӑтартса паратчӗ, анчах Клещовпа ӑмӑртакансенчен нихӑшӗ те, ҫав пӗчӗк илемсӗр хӑмӑт ӑсти юрлама пӗлнӗ пек, ҫав тери простӑ та пӗтӗм кӑмӑлтан юрласа панине асӗ пӗрре те астумастӑп. Ҫанталӑк ку хушӑра лайӑхлансан, ҫӗр ҫывӑхнерех ҫитеспе мӗнле те пулин парӑс лартма май килмӗ-ши? Тен, сире мӗн те пулин ӑшӑтса памалла? Капитан хушнипе эпир карап ҫинчен тухма хатӗрленетпӗр. — Каясса хӑҫан каятӑн? Пурне те шалккӑ. — Эсир хӑвӑрах «Турӑ мӗн туни пурте ырлӑха», теттӗрччӗ-ҫке. Кайран, каҫалапа, хӑнасем саланса пӗтсен, эпӗ ун патне пытӑм та: пире «Сидпа» иксӗмӗре тулти шӑв-шавпа пӑшал сассисем вӑратрӗҫ терӗм; мӗн пулса иртнине пирӗн курас килчӗ, алӑка питӗрнӗ, ҫавӑнпа эпир ҫиҫӗмсирен тӑрӑх антӑмӑр, иксӗмӗр те урасене ыраттартӑмӑр, ӳлӗмрен нихҫан та апла тумӑпӑр терӗм. Тӳрем вырӑнсенче ҫар пуҫлӑхӗсем: «Ҫара ертсе пыракан горецсем кирлӗ мар!» тесе кӑшкӑрашнӑ. Ку ҫыру Санин кӑмӑлне питех каймарӗ, ҫапах вӑл перопа хут илчӗ те… вӗсене каялла хучӗ. Хамӑн ҫамрӑк тусӑм ман кӑкӑра пӗр тулли заряд тӑхлан тултарса лартма хатӗррине куҫӗнчен пӗрре пӑхсах ӑнлантӑм; сӑмах май, эпӗ фунта вуникӗ пӗрчӗ кӗрекен слива вӑррисене пач та тӳсме пултараймастӑп. — Тӗлӗк мар-ши ку?» Кӗнекине эпӗ пытарса хуратӑп, — терӗ. Пӗр кун е иккӗ иртет те, кӗрен тата шурӑ йывӑҫсем симӗсленме пуҫлаҫҫӗ, ҫулҫӑсем тухаҫҫӗ — ҫу пуҫланать. Анчах Монтанеллипе Джемма сӑнарӗсем ӑна яланах кансӗрленӗ. Юлашкинчен вӑл турӑ ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ те пулас восстанин чапӗпе мухтавӗ тата унта хӑйӗн икӗ юратнӑ ҫынни мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрасси ҫинчен хӗпӗртесе шухӑшлама пуҫларӗ. — Малтанах систерсе хума эпӗ, паллах, пултараймастӑп; анчах мана пӗчӗк ҫыру ҫырса парӑр. Ҫӗнӗ тумӗ ӑна хӑйне те кӑмӑла кайнӑ пулмалла: вӑл темӗнле калаҫкаланӑ, кулнӑ, пӗр хӑна патӗнчен теприн патне пынӑ, хӑй час-часах ӳккеленӗ. Манӑн вара куҫӑмран куҫҫуль тухрӗ. Эпӗ Катенька ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑтӑм. Столяр революциллӗ влаҫа йӗркелет. Урампа пынӑ чух эсир салтак командирсене, пластунсене, офицерсене тӗл пулса иртсе каятӑр; хушӑран пӗр-пӗр хӗрарӑма е пӗчӗкҫеҫ ачана тӗл пулатӑр, анчах хӗрарӑмӗ ӗнтӗ шӗлепкепе мар, матроскӑпа, кивӗ кӗрӗкпе вӑл, уринче салтак атти. Динго пуҫне чиктӗр тесе, алӑк айӗнчи шӑтӑка сарлакалатма пулать-ши? Пысӑккисем пуҫӗсене сулкаланӑ, темӗн мӑкӑртатнӑ, хӗрарӑмсем салхуланнӑ Айкига ҫине хӗрхенсе пӑхнӑ. Кӗлетсем патӗнче халӑх кӗпӗрленет. Эс хӑвшӑн тӑрӑш. — Горизонтра Мишка Квакин курӑнчӗ! — хыттӑн пӗлтерчӗ бинокльне пӑхса лараканни. Эпӗ ирпе ултӑ сехетре тӑратӑп та «Самолетостроение» тытса ларатӑп, каҫсенче столярнӑйӗнче ӗҫлетӗп, тепӗр чух — ҫурҫӗрчченех… Ывӑнни, ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсем Давыдова халран янӑ, ҫавӑнпа сӗте кӗтсе илеймерӗ вӑл: хуҫа арӑмӗ сӗт тултарнӑ тарлӑ кӑкшӑма сыхлануллӑн йӑтса килнӗ ҫӗре Давыдов сак ҫине, хӑй ларнӑ тӗлех, йӑваннӑ та ҫывӑрса кайнӑ. Мел-меслетсене пайӑн-пайӑн тунӑ хыҫҫӑн пайламасӑр тӑва-тӑва ирттерчӗҫ, унтан енчен еннелле ҫаврӑнкалассисем, икшер йӗркен тарасси, пӗрлешессипе уйрӑласси тата ытти тӗрлӗрен хӑтланусем пулчӗҫ. Анчах мӗнле курӑнтӑр-ха вӑл вӗсене? Тӗркӗшӳ-пӑтрану хускалчӗ. — Граждан вӑрҫи вара? Ҫӑвара карса ҫӳреме юрамасть… Вӑл ҫаплах священниксем, тухтӑрсем, педагогсем, адвокатсемпе судьясем — хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне кура яланах урӑхисен чунӗсемпе, шухӑшӗсемпе те терчӗ-асапӗсемпе ҫыхӑннӑ-явӑҫӑннӑ ҫак ҫынсем ҫинчен шухӑшларӗ. Ирхи апат хыҫҫӑн пурте канма выртрӑмӑр, калаҫкаланӑ хыҫҫӑн акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: ку таркӑнсем пӗр-пӗрне пачах пӗлмеҫҫӗ иккен. Темӗн ҫӳллӗш башньӑна тӗпӗпе тӑпӑлтарса кӑларасси те, унпа вырсарни шкулӗн директорне е урӑх ҫынна пуҫран пырса тӳплеттересси те вӗсемшӗн нимӗн те мар. Музыка чуна тасатать, ҫӗклентерет, теҫҫӗ — сӳпӗлти сӑмах, тӗрӗс мар! — Ку пире ытла та тӗлӗнтерет, — терӗ мучи, шухӑшне пытармасӑр. Унтан Таюша, унӑн ӳсӗмӗ малалла кайни, тата юрату, хамӑн тусӑм ачашшӑн савни. Сӑмавар ларт вутӑ ҫӗклесе кӗр, — каҫпа хӑйӑ хатӗрлесе хумарӑн-и? Ман пирки те ҫавнах шутларӗҫ пулас вӗсем. Вӑл хӑйӗн ҫивӗч куҫӗпе Андрее питӗнчен шӑтарас пек пӑхрӗ те шӑлне йӗрсе кӗтсе тӑчӗ. — Вӑрҫи вал часах пӗтӗ-ха, анчах эсӗ пурӑнайрӑн-ши унччен? Кунта яланах кӑшт тӗттӗмрех пулнӑ. Эсир ӑнланатӑр-ши, мӗн чухлӗ тӗрлӗрен телейпе тӗлӗнсе шанк хытмалла хӗн-асап пухӑнса, пӗрлешсе тӑрать пайланман, шанӑҫсӑр юратура? — Сударыня, — ҫӗнӗрен калаҫма пуҫларӗ хӗр, — мӗн пӗлетӗр эсир пирӗн атте ҫинчен. Юланутсем кӗтӳ хӑвалакан тӑваткалта курӑнса кайрӗҫ. Паллах, господа, эсир лайӑхрах пӗлетӗр; пирӗн ӑҫтан сирӗн хыҫҫӑн хӑвалас ӗнтӗ. Пит начар пек туятӑп… хама-хам… Вӑл курӑнми пулсан, Егорушка чӗркуҫҫийӗсене аллипе ытамларӗ те пуҫне усрӗ… Ҫавӑн пек халран ӳкнӗ самантра ун галлюцинаци те пулма пултарнӑ, йӑнӑш илтме пултарнӑ вӑл. Хӑшӗ-пӗрисем хӑйсен ачисене акӑлчансен шкулӗсенче вӗрентме хаваслансах яраҫҫӗ. — Эсӗ мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн? — тесе ыйтать арӑмӗ унтан. Ҫӗнтерекенӗ пӗтӗмӗшпех илет. Курӑксемпе ҫулҫӑсем ҫинче вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑм выртать, анчах сӗм вӑрмана та шӑрӑх сарӑла пуҫларӗ. — Апла иккен! Ку сӑмахсемшӗн савӑнтӑм, ачам, сирӗн сӑмахӑрсене пӗлтеретӗпех ӑна. Кунсӑр пуҫне вӑл Орсинипе ҫывӑх туслӑ. — Нимӗн чухлӗ те кансӗрлеместӗн, — тавӑрчӗ Аркадий. Тухса кайрӗҫ. — Хӑвӑрӑн пурте чиперех-ха тесе шутласа ав улталанӑр, — терӗ Кольхаун, вӗсем патне ҫывӑха пырса. — Тен, пирӗн чӑнах та ҫак хура прерирех ҫӗр каҫмалла пулӗ-ха. «Ак эп киле ҫитрӗм те, — терӗ вӑл, алӑк патӗнчи сак ҫине ларса; пӳртре лараканнисене вӑл куҫ тӗлне те тумарӗ. Вӗсем патне мӑнтӑр манах, Мардарий атте, пынӑ та Никитӑна монастыре ӑсатма кирли ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшнӑ, темле устав тӑрӑх унӑн, епле пулсан та, унта вилмелле тата ӑна унтах пытармалла пулнӑ иккен. — Кӗл ҫине тӑрса юлчӗ… ҫапах халь те пулин ҫунать, — хушрӗ тепри. «Сӑмса вырӑнӗнче мӗн те пулин юлнӑ пулсан, юратчӗ, ним те ҫук-ҫке-ха!..» «Дункан» пек чаплӑ суднона алла илсен, эпир Инди океанӗн никам ҫӗнтерейми хуҫисем пулса тӑратпӑр!» Упӑшки иртен пуҫласа каҫченех службӑра пулатчӗ, тин анчах ӳсекен хӗрача пек туйӑнакан арӑмӗ эрнере пер-икӗ хутчен кӑнтӑрла библиотекӑна ҫӳрекелетчӗ. Паллах, Петрпа малтанхи хут тӗл пулнӑранпа Эвелина пайтах ӳссе аталаннӑ, анчах унӑн сӑн-сӑпачӗ пирки студент калани тӗп-тӗрӗсех. Хӗрӗ ӑна калама ҫук илемленсе кайнӑн туйӑнать. Вӑл чарӑна пӗлмесӗр хӗрӗ илемли ҫинчен калаҫать, хӑйӗн туйӑмӗсем хӑйне улталамаҫҫӗ-ши тесе, ҫакӑн ҫинченех вӑл Эленпа калаҫса илет. — Ой, ҫук, эсир йӑнӑшатӑр. — Эсир садра пулман-и? Икона ҫырасси никама та хавхалантармасть; темле ӑслӑ усал ҫын ӗҫе ним илемӗ те ҫук тата ӗҫпе интереслентерме, ӑна юраттарса яма пултарайман темиҫе тӑвӑм туса вакласа хунӑ. Петлюрӑна чаплӑ кӗтсе илме хатӗрленеҫҫӗ. — Эсӗ ан калаҫса пыр, айванскер! — йӑвашшӑн хӑтӑрчӗ старик. — Килех, килех! Пирусне туртма ӗлкӗрӗн-ҫке-е-е! — Леш тӗнчере те туртса тӑранӑн-ха! — Ҫӑра уҫҫисене илсе килтӗн-и? — Илсе ки-ле-ет пулас! Эпӗ ҫӑлкуҫӗ патне пытӑм; ҫерем ҫинче хурӑн хуппинчен тунӑ курка выртать, ӑна пӗр-пӗр иртен-ҫӳрен мӗнпур халӑха усӑ курма пӑрахса хӑварнӑ пулмалла. Ерипен силленсе пыракан тупӑка пӗр сӑмах чӗнмесӗр куҫӗпе пӑхса ирттерсе янӑ хыҫҫӑн, кучер мана сӑмах хушрӗ: — Мартин платнике, леш Шатралӑхра пурӑнаканскере, пытараҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Мӗнле те пулин ҫывӑхрах пурӑнас килет те манӑн, — тесе хучӗ амӑшӗ вӑл апат ҫиме ларсан. Ҫавӑн евӗрлӗ ытти шухӑшсем те чылай иртрӗҫ ман асӑмра; вӗсене тытса чармарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен кирек мӗнле те пулин шухӑш ҫинче чарӑнса тӑма юратмастӑп; мӗн усси пултӑр унтан… — Вара мӗн парӑн уншӑн? Вӑл чӗрнисене хуҫса, пӳрнисене юнласа пӗтерчӗ, ҫапах та кинжалӗпе пикенсех ӗҫлерӗ. Ма кунта килтӗн?» — тесе ыйтрӗ. Пит те илемлӗ-ҫке!… — Геркулес? — терӗ ун хыҫҫӑн Негоро, урине тапса. Анчах вилнӗ ҫулпуҫӗшӗн леш тӗнчере хӑйпе пӗрле арӑмӗ кӑна пулни те ҫителӗклӗ пулмасть. Ӑна вӑл пӗрремӗш хут «амӑшӗ» тенӗ, ҫак сӑмахпа вӑл хӑй хӑранине те, хӑйӗн савӑнӑҫне те палӑртнӑ; арӑмӗ, куҫне хупса, хӑйӗн йывӑр, вӑйсӑрланса ҫитнӗ аллипе ӑна пуҫран ачашшӑн шӑлкаласа илнӗ. — Татариновсен патӗнчен таврӑнсанах эп пӗтӗмпех ӑна каласа патӑм-ҫке. Ну вӑт, каллех арпашӑнса кайрӑм! Анчах эпӗ хамӑн чир ҫинчен ытла тӗплӗн ҫыратӑп пулас-ха — кичем ӗнтӗ ку, ҫинчен тата мана вӑрҫӑн виҫҫӗмӗш уйӑхӗнчех амантрӗҫ те, нимӗн те тума ӗлкӗреймен ҫын пек мар-и? Спэнглер ертсе пынипе пӗр пӗчӗк ушкӑн американски лаша ҫулӗ хыҫҫӑн йӗрлесе кайма хӑй ҫине обязательство илнӗ. Любовьсем патне пухӑнса ларса, вӗсем темӗнле кӗнекесем вуланӑ, ытах та Фома, ҫавӑн пек вӑхӑтра, вуланӑ ҫӗре е тавлашнӑ чухне пырса кӗрсен, вӗсем шӑпӑртах чарӑнса ларнӑ. Акӑ, вӑл тӗттӗм кӗлете кӗрет, кӗтесрен хӑраса пӑшӑлтатни илтӗнет. — Никам та курмарӗ-и? — Алексей Витаминыч! — кӑшкӑрчӗ вӑл аякранах, аллине сулкаласа. Колхоз правленин курӑк пусса илнӗ картишӗнче хутор хыҫӗнчи кӗтӳ кӑлармалли вырӑнти пекех шӑп. Назанский чарӑнса тӑчӗ те чылай-чылай хушӑ уҫӑ чӳречерен пӑхрӗ. Ҫав ҫӑлсен составӗ тата температури пирки эпӗ хирӗҫ каланисене пӗрре те шута илмерӗҫ. Лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑр: хӑвӑр ҫавӑн пек шухӑшланине ҫирӗплетсе, эсир ырӑ ҫын ятне илтме тивӗҫ ҫухататӑр тата пурнӑҫна хӗрхенместӗр. — «Ку та ҫаплах пурнӑҫ ҫинчен калаҫать… анчах хӑйӗн ҫылӑхӗсене хӑй пӗлет, йӗрсе, ӳпкелешсе тӑмасть. Эпӗ сана, шӑллӑм, чӑн-чӑн ҫул ҫинчен каласа парам, мӗншӗн тесен, санран ҫын пулма пултарнине пӗлетӗп. Дегтяренко полкри чи чӑрсӑр лётчик пулнӑ, боевой разборсем тунӑ чухне ӑна, сывлӑшра ытлашши чӑрсӑрланнӑшӑн, командир час-часах ятланӑ. Анчах та хальхинче вӑл питӗ асӑрханса вӗҫрӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, тӑшмантан пытанса, ҫӗр ҫумӗпе лӑпчӑнса, ҫырмасемпе чӑнкӑ ҫыран хӳттисем тӑрӑх шурӗ вӑл. Суккӑр ҫӑмӑллӑнах пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ — вӑл кирек ӑҫта та кӗтнӗ ҫын. Кӗсменсемпе хуллентерех! Карттӑ вӑл ӗлӗкхи пекчӗ. Эпӗ вара вӑл Нансенӑн «Фрампа» ҫулҫӳрени ҫинчен ҫырнӑ кӗнеке ҫинчи картта пекех пулӗ тесе шутларӑм. Эсир хӑвӑрӑн малтанах шутласа хунӑ шухӑшсемпе хӑнӑхнӑ йӑласен пусмӑрӗнчен, хӑвӑра ӑс-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен вӗлерсе хунӑ пусмӑртан хӑтӑлма тата ӑна пӑрахма та пултараймастӑр, — пире хамӑрӑн чунӑмӑрпа ирӗклӗ пулма нимӗн те кансӗрлемест — эсир пире паракан наркӑмӑш вӑл ӑна ҫӗнтермешкӗн хӑвӑр пирӗн ӑс-тӑна ирӗксӗрех яракан эмелтен вӑйсӑртарах. Сире те хушмастӑп, паныч. — Унтан вӑл ҫырупа укҫана ыйтса илчӗ. Ванюша сасси илтӗннипе тата ҫуна шума чарӑннине туйнипе кӑна унӑн тутлӑ та йывӑр ыйхи сирӗлсе кайнӑ пек пулать, ҫӗнӗ станцӑра вара вӑл, вӑранса ҫитмесӗрех, тепӗр ҫуна ҫине куҫса ларать те малалла каять. Мӗ-ӗн? — Итле-ха, Том, — терӗ Гленарван, — йӗркеллӗрех калӑр-ха, эпӗ хама ухмахах тухрӑм пулӗ тесе шутлатӑп. — Ну, ну, туртӑн! путса лармӑн! — тесе кӑшкӑрнӑ Миките. — Ҫук, — терӗ Талькав, — ягуарсем. Ҫапла, пӗтӗмпех юмахчӗ ӗнтӗ: ҫав ҫурхи каҫӑн ӑшшипе тӗттӗмӗ те, йӗри-таврашри тимлӗн шӑпланса тӑракан йывӑҫсем те, хӑйпе юнашар, питӗ-питӗ ҫывӑхра ларакан шурӑ платьелле, аптӑрашкилле хӳхӗм хӗрарӑм та. Ҫапла вара ашшӗ ачана хӑйсен килне илсе таврӑннӑ. Манӑн ӗҫ кунӗсен шучӗпе Л. С. Егорова учительницӑна вӗтӗ авӑртнӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ 32 кг., вир кӗрпи 8 кг., сысна ҫӑвӗ 5 кг. пар», — тесе ҫырчӗ. Ҫырни айне алӑ пусрӗ те, шӗвӗр янахне аллипе тӗрелесе, шухӑша кайса ларчӗ, унтан Островновран ҫапла ыйтрӗ: — Ҫав хӗрача, пирӗн Егорова Людмила учительница, мӗнле пурӑнать-ха? Амӑшӗ ним чӗнмесӗрех пуҫӗпе сулса илчӗ. Резина амортизаторпа усӑ курса, техниксем санитари самолёчӗн пропеллерне ҫавӑрма тытӑнни курӑнчӗ. Эпӗ тӑтӑм та ӑна пуҫ тайрӑм, анчах Ивин, симӗс фракӗ ҫумне виҫӗ ҫӑлтӑр ҫыпӑҫтарнӑскер, эпӗ пуҫ тайнине хирӗҫ ответлемерӗ ҫеҫ мар, ман ҫине лайӑххӑн ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, ҫавна пула эпӗ хам этем мар, пӗр-пӗр ниме тӑман япала — кресло е чӳрече кӑна, е эхер этемех пулсан, креслӑран е чӳречерен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман этем ҫеҫ пулӗ, тесе шутласа илтӗм. Ҫапӑҫакан кайӑксем сулӑ патне ҫывхараҫҫӗ, унтан каллех аяккалла каяҫҫӗ. Мӗн тери ҫӑмӑл та лайӑх йӗркеленӗ букет, мӗн тери килӗшӳллӗ тӗс!.. Иманус хӑйне пулӑшма хӑй пекех пурне те тума пултаракан, пурне те тума хатӗр виҫӗ ҫын илнӗ. — Такам шуйттанӗ лашисене Таври ҫынни пек урапа ҫине тӑрса хӑвалать. — Тӗп пултӑр Маколей! — янратса илчӗ Ситников. Мирлӗ калаҫӑва эпӗ хӑй хам та хутшӑнтӑм». Лар вут умне, аллусене ҫулӑм патне тӑс. Документра ҫапла ҫырса хунӑ: Jn Sneffels Joculis craterem Rem delibat umbrat Scartaris-Julii intra calendas desceudo, audax Viator, et ferrestre Centrum attinges. Унӑн ӑна: «Власова — эпӗ вӑл!..» — тесе каласси те килчӗ, анчах хӑйне тытса чарчӗ те ҫемҫен, тӑрӑхларах кулса, кичемреххӗн: «Эх, эсӗ те ҫав, ватӑ ухмах!..» — терӗ хӑйне хӑй. Вӑл турилкке ҫинчен печени илчӗ те ӑна шӑп вӑта ҫӗртен икӗ пӗр пек пая уйӑрчӗ. Яков сӗтел ҫине квас тултарнӑ витре лартрӗ, пӗр ҫыхӑ симӗс сухан пӑрахрӗ те чирлӗ ҫынна:— Кил, Савелий, эпӗ сан валли сӗт илсе килтӗм… — терӗ. Пирӗн йышши вӑрӑм аркӑсене ытла кӑмӑллатӑр, ҫакӑн пиркиех сире пурнӑҫра усал нумай тивӗҫӗ… Самантлӑха пӗр тикӗс те хӑвӑрттӑн сиксе чупни илтӗнчӗ, унтан ҫатӑртатни, лӑпкӑ вӑрман тӑрӑх аякран аякка кайса, сарӑлнӑҫемӗн сарӑлса пыракан шав пулса тӑчӗ. Яков Лукич пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗнӗ тӗле вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ. Йытӑсем ҫине тиенӗ япаласене илсе хӗрарӑмсем тӑватӑ шертене вӗҫне ҫур метр хӑварса пӗрле ҫыхнӑ, — шертисен тӑрӑшшӗ тӑватӑ метр та чӗрӗк пулнӑ, — унтан ӑна тӑватӑ аяклӑ пирамида евӗр туса лартнӑ. — Эпӗ акушерски курсра вӗренетӗп, анчах чирлерӗм-ха вӑт. Фельдшер Макӑрӑн сунас уҫӑ чӳрече умӗнче ларнӑ чух шӑннипе пулнӑ, тет. Макар вара сунас пуля сӑмса нервине тивнипе пулса кайнӑ, тесе ӑнлантарать. — Ҫунмастӑп, — ответлерӗ Полозов, кӗмӗл ҫӗҫӗпе ананас касса. Эпӗ ҫакна туяттӑм та хӑраса каяттӑм. Ан палкӑр! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, малалла мӗн каламаллине пӗлменнипе хам та чарӑнтӑм, пӑлханнипе сывлӑш пӳлӗнсе килчӗ. Тӑвӑл ҫилӗ марселе вӗҫтерсе кайсан темиҫе минутран ҫӗнӗ ҫил касси стакселе пайӑн-пайӑн татса ҫурса пӗтерчӗ. Анчах та вӑл чӗрӗ пулнӑ пулсан — эпӗ ӑна хамах вӗсемпе, лешсемпе, пӗрле янӑ пулӑттӑм, — хамах каланӑ пулӑттӑм ӑна: эсӗ те кай, Матвей! — Мӗнле? Хуркайӑк пек карталанса ҫаврӑнакан хӗрсем, тискер ҫӑхан тапӑнасран хӑтӑлас тесе, пӗр енчен тепӗр еннелле тарса ӳкеҫҫӗ. Тепӗр кунне Степан Иванович госпитальтен тухрӗ. Иккӗшӗн те пӗр пек плансем пулнӑ вӗсен, иккӗшӗ те пӗчӗкҫеҫ сад лартса ӳстерме, чӑх-чӗп ӗрчетме ӗмӗтленнӗ. Пурте шӑп пулнӑ. Марья Николаевна ун еннелле ҫаврӑнчӗ. «Ҫапла, — шутларӗ вӑл, — карап ҫинче пӗр компас ҫеҫ юлнӑччӗ, вӑл кӑтартнине нимпе танлаштарма та пулмарӗ. Аллисемпе сӗтел ҫине тӗрӗнсе, амӑшӗ ура ҫине тӑчӗ. Йӗри-тавра купецсен килӗсенчен килнӗ ватӑ хӗрарӑмсем, дворниксем запискӑсемпе тӑраҫҫӗ. — Ҫамрӑк юлташсем, — пуҫларӗ вӑл, — сиртен кашниех кунта илтни ҫинчен шухӑшлама пултарать, эпӗ шансах тӑратӑп, сирӗн хушӑртан революцие куракансем пек ҫеҫ мар, ӑна активлӑн хутшӑнса ӗҫлекенсем; те тупӑнма пултараҫҫӗ. Никифорыч, мундирне вӗҫертсе ярса, хӑйӗн кӗлеткипе пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳречене картласа тенкел ҫинче ларать, манпа юнашар — унӑн арӑмӗ, вӑл — кӳпшек кӑкӑрлӑ, хӗрлӗ питлӗ, тӗлӗнмелле кӑвакрах тӗслӗ те чее хаяр куҫлӑ, пӗр ҫирӗм ҫулхи хӗрарӑм, унӑн хӗп-хӗрлӗ тутисем ҫилленнӗ пек мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, сасси типӗ, хаяртарах. Ҫар ҫынни пек ҫӳресси ҫинчен манса кайса, вӗсем хӑйсен ҫӳхе шинелӗсен усӑнчӑк та лутӑрканчӑк аркийӗсене сӗтӗрсе ял тӑрӑх салхуллӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Сухалӗсене ӳстерсе янӑ, курпунланса ларнӑ. Тупӑнчӗ вара мана тӗлӗнмелли: вӗсем ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗнекесен ячӗсене вырӑсларах калаҫҫӗ пулин те, манран нумай вуланӑ-мӗн, Англипе Испанин эп ун чухне илтмен-пӗлмен писателӗсене те, Лесажа та пӗлеҫҫӗ, вӗсене тивӗҫлипе хаклаҫҫӗ. Эпӗ Кораблев патне пырса кӗнӗ вӑхӑтра Марья Васильевна ун патӗнче ларатчӗ. — Эх, ненько, укҫа! — Вӑл барыня мар, вӑл — революционерка, юлташ, тӗлӗнмелле лайӑх ҫын. Ҫук, капла юрамасть! — Тырра? — кӑшкӑрса ячӗ Макариха. Ҫавӑн умӗн те темиҫе каҫ вӑл ҫавнашкалах тунӑ. Каялла вӑл пит нумай пулсан тин тавӑрӑннӑ. Гостиница уҫӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен унта яшсем ӗҫсе ларнӑ. Ҫавӑнтан вара пилӗк кун иртсен — ӗнер пулнӑ ӗнтӗ вӑл — Балкан тӑрринче ялав вӗлкӗшме тытӑннӑ, каллех тӗрлӗ сӑмах-юмах хускалнӑ, каллех те шанчӑк йӑл илнӗ. Сулӑ ҫине эпир иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтрах ҫитрӗмӗр, часах анаталла кайрӑмӑр, тӗттӗм шӑплӑхра сулла юханшыв варнелле лартӑмӑр, хамӑр пӗр сӑмах та калаҫмастпӑр. Мӗн кунта савӑнӑҫӗ нумай-им? Калаҫасса вӑл сахал калаҫнӑ, «йӗксӗк» сӑмах унӑн чи юратнӑ сӑмахӗ пулнӑ. Ҫурчӗ чӑнах та пысӑк. — Ну, Гокинс, — терӗ сквайр, — эсӗ пире темӗн ҫинчен пӗлтересшӗнччӗ. Чӑнах та, вӑрман урлӑ килекен малтанхи ҫулпа каялла кайни асӑрханусӑр хӑтланни пулӗччӗ — вӗсем ҫула ӑҫтан пуҫланӑ, ҫавӑнта ҫеҫ таврӑннӑ пулӗччӗҫ. Негорӑна шанма юрамасть, анчах кунта ун тупӑшӗ ҫинчен сӑмах пырать. Вара сасартӑк чарӑнтӑм та эпӗ, хама хам:— Катя, — терӗм. — Интереслӗ арҫын ҫав Воропаев! — Халӗ эсӗ ӗненетӗн-и эпӗ сана юратнине? Анчах ун чухнехи вӑхӑта ялта никам та аса илес ҫук, сӑхманне вӑл арчара питӗрсе усрать. Кинотеатрсенче американецсен ҫӗне фильмӗсене кӑтартаҫҫӗ. Княҫ хӗрӗ йӑпанма юратаканнисенчен пӗри пулас, сан ҫумӑнта ӑна пӗр-икӗ минут хушши кичем пулсан, эсӗ ӗмӗрлӗхех пӗтрӗн вара: эс калаҫмасан, мӗншӗн калаҫманнине пӗлесшӗн пулӗ вӑл, калаҫсан, ун кӑмӑлне нихҫан та тупаймӑн, ӑна санӑн кашни минутрах мӗнпе те пулин илӗртмелле пулать; саншӑн пулсан вӑл ҫын сӑмахне пурин умӗнче те 10 хутчен пӑрахӑҫа кӑларса, ҫавӑнтах: пире ҫапла пӳрнӗ ӗнтӗ, тет; вара хӑйне ырӑ ятлӑ тӑвасшӑн, санах асаплантарма пуҫлать, кайран тата сана йӑлтах курас килмест, тет. — Александра мӗнле? — ыйтнӑ Фома, ҫак вӑрӑм пӳллӗ, чӑпар костюм тӑхӑннӑ чӑрмавсӑр йӗкӗтӗн хыттӑн янӑракан сассипе кӑштах алчӑраса. — Ах, — тесе сывласа ячӗ хӗрарӑм, — пит ашкӑнма юратакан ҫын-ҫке эсир! Хупла вӗтӗ пулла! Картусене хывса вӑл иконӑна горизонталлӗ тытса тӑрать, ҫыруне тӑрӑхла та аяккинчен тата тӳрӗ те пӑхать, куҫӗсене хӗссе, мӑрӑлтатса, хӑмари шпонка ҫине пӑхать: — Эпир авалхи ырӑ йӗркеллӗхе юратнине сиссе тата хӑйсене шуйттан тӗрлӗрен суя япаласем тума шутсӑр усаллӑн, вӗрентсе тӑнипе турӑсӑр никониансем халӗ таса турӑшсене те ҫивӗччӗн подделка тӑваҫҫӗ, ой, ҫивӗччӗн! Уэлдон миссиспа Геркулес йӑлтах ӑнланчӗҫ. Алӑк хӑех уҫӑлчӗ; пӳртрен нӳрлӗ шӑршӑ ҫапрӗ. «Св. Мария»! — Ну, председатель, ҫӗртен тыт! Шкуна, шыв юхӑмӗпе пӗрле хӑйӗн тавра майӗпен ҫаврӑнма пуҫларӗ. Ӗҫе ют ҫынсем валли пуҫласа ятӑм-и вара эпӗ? — терӗ. Тути тата! Агафон Давыдова питӗ хытӑ кӳренсе тухса кайрӗ, лешӗ, вӑл тухса кайсан, ҫине-ҫинех икӗ пирус туртса пӗтерчӗ, алӑкне шалтлаттарса хупса лартрӗ те ӑна ҫаклатса хучӗ. Туйӑнчӗ ҫеҫ-и Санина е ун питҫӑмартине чӑн-чӑнах темӗскер хӑвӑрт сӗртӗнсе ҫунтарса илчӗ-и? Хӗрсе савӑннӑ хушӑра вӑхӑт епле иртнине те, каҫ пулса килнине те нихӑшӗ те сисменнинчен пурте тӗлӗннӗ. Тӗттӗм ҫӗрле кӑна, пурте ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, вутӑ ҫутинче вӗсем хӑйсен ӗҫне туса пӗтернӗ. — Кайса кан. Эпӗ жандармччӗ, манӑн мӗнле пулсан та ӑна тытмалла пулнине пӑхмасӑрах эпӗ ун патне пытӑм та: ыратмасть-и? — терӗм хӗрхеннипе. Ку районта команчасенчен, питех хӑрамалла пулман. Ҫынни лайӑх, вӑл пире ырӑ тӑвасшӑн, анчах кӑшт ҫеҫ — хӑйӗншӗн тӑкаксӑр пултӑр! Халӑх — ун пек мар, вӑл тӳрӗ ҫулпа каясшӑн, тӑкакран та, сиенрен те хӑрамасть — куртӑн-и? Ним те курӑнман. Унтан вӑл пӗшкӗнсе Наташа хыҫҫӑн ҫенӗкелле тухрӗ. Уншӑн эпӗ сире темӗн те… — ҫӗре ҫити пуҫ тайӑп! Каҫхине эпир Рейкиявик хули пуҫлӑхӗ барон Трампе патӗнче ҫав ҫӗршыври аслӑ врач Гиальталинпа пӗрле апатланса ирттертӗмӗр. «Катя» тесе ҫыртӑм та эпӗ шухӑша кайрӑм. Умри чӑрмавсене епле пулсан та ҫӗнтерсе илес тесе вӑл кимӗ тума тытӑнчӗ: лиансемпе сарлака йывӑҫ хупписене ҫӗлерӗ те вӗсене вӑл йывӑҫ каркас ҫине туртса ҫыхрӗ, ҫапла халтӑр-халтӑр кӑна кимӗ пулса тӑчӗ. Ларнӑ ҫын ӑҫта илсе кайма хушать, унта каятпӑр, — ответлерӗ вӑл. Манӑн тата шаларах кӗрсе пӑхас килчӗ; анчах ҫав тачка кӑмпасен тӳпинчен вилӗм сивви персе тӑрать. Госпитальтен вӑрах сроклӑ отпуска пӳрт илес шухӑшпа килни ҫинчен калама темӗнле лайӑх маррӑн туйӑнчӗ, анчах ун пеккисем, костыльлисем, вӑрҫӑра аманнине пӗлтерекен ылттӑн та хӗрлӗ нашивкӑллисем, пӑрахут ҫинче темиҫе ҫын пулнӑ; ӑна вӑл ӗнерех асӑрханӑччӗ-ха. Ман шутпа, вӑл катӑк ӑслӑ, ҫитменнине тата япӑх ҫын». Инҫех те мар, сӗм тӗттӗмлӗхре, юнашарах, уҫӑмсӑр, тӗтреллӗ пӑнчӑсем ише-ише иртеҫҫӗ. Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ сире тӗрӗссине каласа пама та пултараймастӑп пулӗ, анчах, кӑмӑллӑ та кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ тесе шутламаллах ӗнтӗ, калӑпӑр: ҫанталӑк ҫинчен-и, йытӑсем ҫинчен, тулӑпа чепчиксем ҫинчен, ӑйӑрсем ҫинчен. — Ай, кирлӗ мар! Капитан Смоллетт тинӗсри службӑран тухрӗ. Вӗсемпе ҫаврака пуҫлӑ, кӗл шывӗпе ҫунӑ пек шурӑ ҫӳҫлӗ Иван Букин килӗшет. Ма килтӗр эсир? Ольга, тӑнлавӗсем ҫинче пӗркеленчӗксем палӑрнӑ, оправӑсӑр хулӑн куҫлӑх кантӑкӗсем ҫиелтен пусса тӑнӑ, хӗрлӗ вӗҫлӗ сӑмсаллӑскер, кӑнтӑрлахи апат тата чей хыҫҫӑн чӳрече патне, каркӑч умне ларнӑ та, вӗт шӑрҫасемпе вӗҫӗмсӗрех тӗлӗнмелле хитре чечексем тӗрлесе кӑларнӑ. Вӗсем темиҫе сехет хушши лайӑх та савӑнӑҫлӑ калаҫса ларчӗҫ. Кралич ун умӗнче чарӑнса тӑчӗ — пит-куҫӗ хӑйӗн чун тарӑхӗпе улӑшӑннӑччӗ, — чӑтса тӑрайман енне кӑшкӑрса каларӗ: — Пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и, пӗтӗмпех йӗркеллӗ-и? Андрей вара, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, ҫулпала хӑвӑрттӑн хӗвелтухӑҫ еннелле уттарчӗ. Пӗр-ле. — Вӑл мӑйне тӑсса, куҫӗсене чарсарах пӑрахса, сӑмаха уйӑрсарах каларӗ. — Ку ӗнтӗ ырринех пӗлтерекен япала мар, — тет карчӑк, пуҫне пӑркаласа. — Кӗнеке валли? — ыйтрӗ вӑл, тӗссӗр куҫӗсемпе хайхи ҫутӑсем ҫинелле сӳрӗккӗн пӑхкаласа. Ҫывӑрса кайсан та тӗлӗкре вулкан сирпӗнсе тухнине куратӑп. Зинаида мана тытса чармарӗ. Вӑл аллисене аяккинелле сарса выртатчӗ. Ку пӗтӗмпех тӗрӗс: хӑйне хӑй панӑ сӑмах пурнӑҫланчӗ, ҫырса яма юрать ӗнтӗ. Хӑй юратакан илемлӗх ҫинчен ыйтнине хирӗҫ ҫапла тавӑрнине илтни ӑна кӳрентерчӗ. — Анчах, астуман та, санӑн пит таврашӗ ҫук-ҫке, сӑмсу ҫеҫ пур, ҫапах та… Ну, ут, утах ӗнтӗ малалла, ура айӗнче ан ҫаврӑнкалан!.. Полли мӑнаккӑшӗ вӑтаннипе нимӗн тума аптӑраса чарӑнса тӑчӗ. «Вӑл халех ӗнтӗ мана хӗрхенет пулӗ», — тесе шутларӗ Том. Ох-хо, Олеша, чухӑн пурӑнать халӑх, никам та уншӑн тӑрӑшни ҫук. Пӗр минут тата пӗр минут курасчӗ ӑна, сыв пуллашасчӗ, аллине чӑмӑртасчӗ… Анчах, пӗрре вӗрентсе калама тытӑнсассӑн вара, Савельича чарма хӗнччӗ. Савӑнӑҫлӑн тӑрмашса ӗҫлет вӑл, Лозневой пуҫне вара ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: ҫак савӑнӑҫлӑ шӑши ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче чӗррӗнех юлать ӗнтӗ, хӑй шӑтӑкӗнче тырӑ нумай хатӗрлесе хурать те ак, ӑшӑ ҫӗрте хӗл каҫать, ҫитес ҫуркуннене кӗтсе илет… Тутарсем хыҫҫӑн кайма шутлакансем хушшинче Череватый, маттур ватӑ козак Покотыполе, Лемиш, Прокопович Хома пур; — Господин Гаррис, эсир икӗ алӑпа икӗ ураллӑ пулнӑ пирки хӑвӑра хӑвӑр унтан телейлӗрех тесе шутларӑр-и? Ҫемен зала чупса тухрӗ. Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн пичче малалла калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ ун ҫинчен шухӑшларӑм. Кусем Австралин чи пысӑк утравӗсем; вӗсем Англи аллинче тӑраҫҫӗ; Сывлӑшра шӑхӑрни, улани илтӗнет. Ҫапах та сывлӑш тутлӑ, сивӗ те ҫиллӗ. Хуҫин сехри хӑпнине лутри тӗшмӗртсе илчӗ-илчех. Пӗр икҫӗр метр чупса кайсан, вӑл, йӗп-йӗпе тара ӳкнӗскер, йывӑррӑн сывласа утма тытӑнчӗ. Ҫу-ук, эпӗ сака унашкал туйӑннӑ ҫеҫ… — Тапакӗ те пур… Де-Лантенак маркиз йӑлтах улшӑннӑ. — Халех сикет, бензинӗ пӗтсе ҫитнӗ унӑн, халь юлашки вӑйпа ҫеҫ тытӑнса тӑрать, — пӑшӑлтатрӗ Юра, сехет ҫине пӑхса. «Кама сӑмах каласшӑн?» Анчах ӑна никам та нумайччен пӑхӑнтарма пултараймасть, — хушса хучӗ вӑл ҫурма сасӑпа. Юлашкинчен, Мак-Набс тӳсеймерӗ, мӗнпур юлташӗсен ячӗпе вӑл Гленарвана малалла чарӑнса тӑма май ҫук, мӗншӗн тесен отрядӑн малашнехи кун-ҫулӗ ҫавӑнтан килет, терӗ. Вӑл пӗр сӑмах та чӗнмест, анчах хӗрарӑма пуҫӗнчен тухма пӗлмен темӗнле шухӑш канӑҫ паманнине старик вӑл мӗнле пӑхнинченех асӑрхаса илчӗ. (Женя тепӗр клавишне пусрӗ.) Мӗнле ҫынсем илсе килнӗ кунта вӗсене, ӑҫта кайса кӗнӗ ҫав ҫынсем? Антонина Васильевна хӗрсе кайрӗ: — Ах, епле калаҫатӑн эсӗ аннӳпе! Ҫул ҫинче вӑл кашни йывӑҫ тӗминех сӑнаса пычӗ, анчах урӑх чӗрӗп тупӑнмарӗ. Хамӑр хушӑри ҫак сивӗлӗхе, тӑшманла туйӑма чӑн-чӑн мар тесе шутланӑ эпӗ, мӗншӗн тесен малтанхи вӑхӑтра пӗр-пӗрин ҫине ҫапла тӑшманла пӑхни ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ туйӑмлӑха, самантлӑх юратӑва пула часах иртсе кайнӑ. «Эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп: кам та кам хӗрарӑм ҫине вӑрттӑн ӑмсанса пӑхать, вӑл хӑй ӑшӗнчех аскӑнла ӗҫ тӑвать». Йӑвари шыв тата сакӑр дюйм чухлӗ ҫӗкленчӗ те урӑх хӑпармарӗ. Дик Сэндӑн шӑтӑка пӑкӑламалла пулмарӗ. Ҫапах та, турра шӗкӗр, ӑнсӑр пулнӑ хыҫҫӑн ӑна нимӗнех те пулман. Пасар кунӗсенче вӑл пӗр тенкӗлӗх тата ытларах та сутатчӗ, вара пӗрмай тӗлӗнетчӗ: пустуй ӗҫпех мӗнле ҫавӑн пек укҫа нумай илме пулать вӗт! тетчӗ. Вӑл халӗ хӑйне пӗр-пӗчченӗн туйрӗ, хӑйӗн юн тымарӗсенче юхакан юнне панӑ пурнӑҫ йӗркинчен ӗмӗрлӗхех тӑпӑлса тухса ӳкнӗ пек шутларӗ. Тухтӑр каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. — «Британи» ӑҫта ҫӗмӗрӗлни ҫинчен каласа памӑр-ши? Аякранах, ҫумӑрӑн вӗтӗ читлӗхӗ витӗрех, эпӗ хӑма витнӗ, икӗ мӑръеллӗ, ыттисенчен ҫӳлӗрех курӑнса ларакан ҫурта асӑрхарӑм, ку вӑл староста ҫурчӗ пуль тесе шутларӑм та, эпӗ ун патӗнче сӑмавар, чей-сахӑр, питех йӳҫсе кайман хӑйма тупӑп пуль тесе, унталла кайрӑм. Вӗсем лӑпах ҫав мексиканецсен вӑййине вылятчӗҫ; вӗсем хӑйсем патӗнче тыткӑнта пулнисенчен выляма вӗреннӗ пулӗ. Астӑватӑп, вӗренес тесе, Кайданов кӗнекине те тытса пӑхрӑм, анчах чаплӑ учебникӑн йӗркисемпе страницисене тимлӗн ӑса илмесӗр пӑхкаласа лартӑм, «Юлий Цезарь ҫапӑҫури хӑюлӑхӗпе палӑрнӑ», тенӗ сӑмахсене умлӑ-хыҫлӑ вунӑ хут вуларӑм — ҫапах нимӗн ӑнланаймарӑм та кӗнекене пӑрахрӑм. Ҫапӑҫусенче пулнӑ-и? Тирпейлӗ столяр кашни турпасах ӗҫе ярать, — ҫавӑн пекех этем те усӑллӑ ӗҫе каймалла, юлашки шӑнӑрӗ татӑличчен расхода тухмалла. — Савнӑ Паганель, ытлашши ан пӑшӑрханӑр! — тесе ӳкӗтлет ӑна Элен. Вара мана урок пачӗ: — Хваттерӗн планне ӳкер: пӳлӗмсем епле вырнаҫнине, алӑксем, чӳречесем ӑҫтине тата ӑста мӗн ларнине ӳкер. Дик Сэнд асӑрхарӗ ҫакна — вӑл яланах сыхӑ, мӗншӗн тесен кунта пур енчен те хӑрушлӑх хӑмсарсах тӑрать, — вара хӑйӗншӗн хӑй ыйтрӗ: ҫыран хӗрринче ҫӳллӗ папирус чӑтлӑхӗнче тискер ҫынсем е тискер кайӑксем пытанса тӑмаҫҫӗ-и? Эпӗ Марья Васильевнӑшӑн чунӑма патӑм, эпӗ уншӑн этем хӑй юратнӑ ҫыннишӗн мӗн кӑна тума пултарать, ҫавна пурне те турӑм. Вӑл ав ирсӗр ҫӗлен пирки, хӑйне ман ҫинчен: «Вӑл сана ӗмӗрех улталать, вӑл санӑн упӑшкуна, хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ» тесе улталакан ҫын пирки вилсе выртать. Каҫалапа, ултӑ сехет тӗлне, ытла ывӑнмасӑр, эпир кӑнтӑр еннелле виҫӗ километр кайрӑмӑр, ҫав вӑхӑтрах аялалла аран-аран пӗр чӗрӗк миль ҫеҫ аннӑ. Вӑл Никита патне пырса ӑна ыталарӗ те чӗтреме тытӑннӑ сасӑпа хыттӑн:— Ну, шӑллӑм, тӑванӑм, сывӑ пул… — терӗ. Темле меридиансем хушшинче выртакан Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ унтан ҫав тери аякра-аякра пулнӑ! Пичӗ ҫинчи пӗрӗмсем унӑн чирлӗн туртӑнкаласа илнӗ, Любӑна ашшӗ халех йӗрсе ярас пек туйӑннӑ… Ҫумӑр ӳккелеме тытӑнчӗ. — Ну, кантӑн-и ӗнтӗ? — ыйтрӗ вӑл. Алексей хӑй умӗнчех катӑлса пӗтнӗ, кивелнипе хуралнӑ пысӑк йывӑҫ кашӑк выртнине тата котелок хупӑлчинче чӑх шӳрпи пӑсланнине курчӗ. Унта сивӗпе пӗтӗмпех ҫыпҫӑнать пулсан, апла пыршӑ-пакарта пӑтранса кайма та пултарать, е покойнӗк Харитонӑнни пек, нерв купарчи пӑсӑлать. Хӑйне хӑй ҫапла калать те вӑл — ҫӑмӑл урисемпе чуптара парать ҫулпала хула еннелле. Анчах унта Том пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Гек лӑп кӗҫӗр ҫӗрле ман чӳрече патне пымӗ-ши?» — Мӗншӗн пулмалла вара пирӗн? Павка вӗсене, хӑйӗн хуҫисене юратман пекех, ют вырӑнне хурса, тӑшман тесе шутлать. Хӗрарӑмсем арҫынсенчен урӑрах пулнӑ, хӗрлӗ ҫӳҫли анчах пукан ҫинчен ниепле те ҫӗкленеймен, унтан, аран-аран ура ҫине тӑрсан:— Ну, эпӗ ӳсӗр те иккен! — тесе, ейкеленсе пӗлтернӗ. Мӗнпурӗ те пӗр ҫу анчах ишсе юлайрӗ. Эсӗ, Андрюха, вилсе юлнӑ Семёнран та хытӑрах тыткалама пултаратӑн пулас, э? Сирӗн хӗрарӑм патша пулнӑ чухне эпӗ пӗчӗккех марччӗ ӗнтӗ. Пире ытла ухмаха хуратӑн эсӗ, Нагульнов юлташ! Плутон халиччен нихӑҫан та мистер Кольхаун ҫавӑн пек ҫиленнине курманччӗ — нихӑҫан та! Кунта эп йӑнӑшма пултарайман. Чавси ҫине таянса аяккалла ҫаврӑнсан, вӑл такам хытӑ хашлатнине илтсе шартах сикрӗ те, хӑй ҫине темӗнле тӗлӗнсе пӑхса тӑракан Канада пӑланне курах кайрӗ. Кӗрӳ тата мӗнле? Виҫӗ ҫул иртсен, нимрен те хӑраман моряк «Приключенипе» «Решени» судносенчен тӑракан экспедицин командирӗ пулса тӑрать; вӑл хушнипе Фюрно капитан «Приключени» ҫине ларса Ван-Димен ҫӗрне кайса курнӑ та, ҫав ҫӗре вӑл каялла килсе Ҫӗнӗ Голландин пайӗ пуль тесе, хӑйӗн шухӑшне каласа кӑтартнӑ. — Тӑваттӑ-и? — Тӑваттӑ. Полковник тӳп-тӳрӗ тӑчӗ; сӑн-пичӗ унӑн, йывӑҫран касса тунӑ пекех, пӗртте хускалмарӗ. Ун чухлӗ укҫапа ҫӗрле, ҫитменнине тата паспортсӑр ҫынна ирттерсе янӑшӑн взятка парасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Шалый хӑй нухрепрен тарланӑ чӳлмекпе сӗт илсе тухрӗ, сӗтел ҫине икӗ кружка лартрӗ, ассӑн сывласа ячӗ: — Хуҫайкӑ ман пахчана ӑсаннӑ-ха. Кита хӑваланӑ чухне шлюпкӑсемпе пыма, кит ӑшне тирпейлеме ҫын чылаях кирлӗ. Эрхип тимӗрҫӗ сывах пулнӑ, пушар тӗлӗшпе айӑпли вӑл хӑй пӗччен кӑна пулмасан та, чи пысӑк айӑпли пулас пулать, — тесе кӑтартса панӑ тӗпчевре пулнисем пуртепе пӗрех. Ҫак ирхине вӑл пирвайхи хут хӑй ҫывхарни ҫинчен хӑюллӑн та татӑклӑн пӗлтерчӗ. Шӑп ҫав минутрах темелле, урса кайнӑ хӗрарӑмсен пуҫӗсем ҫинче пӗр-пӗрне алӑран алла паракан тикӗт лакӑмӗпе мелке курӑнса та кайнӑ. Анчах вӑл мана ҫав ҫыннӑмӑн пуҫне ҫеҫ вут тӗслӗ михӗпе каялла тавӑрса пачӗ. — Пӗччен! Анчах эсир пит те ҫамрӑк-ҫке. — Балалайкине ӑҫтан тупрӑн? — ыйтрӗ те Оленин малалла ҫырчӗ. Майор визит карточки кӑларчӗ. Шыв кӗрлени кӑна унӑн канӑҫа пӗлмен чӗрине кӑшт лӑплантарам пек турӗ. Унпала эпӗ ку ҫырусем ҫинчен калаҫмарӑм. Пӗр эрне хушшинче Гремячий Лог хуторӗнче ҫӗр хуҫалӑха яхӑн колхозран тухрӗ. — Вӑл — тӗрӗс, ҫӳреҫҫӗ, — килӗшрӗ Петр. Ҫапла калатӑп ҫав. Макарушка мана ухмах тесе шутлать пулмалла, анчах вӑл питӗ йӑнӑшать! Акӑ епле ҫаврӑнса тухрӗ вӑл. Акӑ мӗнле ҫырнӑ вӑл ҫӑла путса вилнӗ Стивен Даулинг Ботс ятлӑ пӗр арҫын ача ҫинчен: Стивен Длулинг Ботса асӑнса ҫырнӑ сӑвӑ Мӗскершӗн ҫамрӑк Стивен Выртать-ши тупӑкра? «Дунканпа» Атланти океанӗнче тӗл пуласси ҫинчен каламасан та халӗ каялла ҫавӑрӑнасси малалла каяссинчен йывӑртарах. Эпӗ хамшӑн хам судья. Ытти вырӑнсенче вӑл чул массисене йӗркесӗр салатса, темиҫе майлӑ купаласа хӑйӗн ӑсталӑхне кӑтартнӑ пулсан, кунта вӑл малтанхи ӗмӗрсенчи архитекторсене тӗрӗс кӗтеслӗ, илемлӗ формӑсем кӑтартса парас тенӗ пулмалла. — Мӗн ҫырса чӑкӑлташланмалла? Унтан — унӑн шӑлнӗ таҫта ҫухални тата ӑна вӗлернӗ тесе шутлани. Пурнӑҫа хаяррӑн та хуҫалла, хуҫалла та ырӑ кӑмӑллӑн юратмалла пулнӑ… Литература енчен илсен, эпӗ памфлета ытла ҫӳлех хумастӑп, анчах вӑл фактсем ҫинчен тӗрӗс калать тата ӑна тактика енчен питех те ӑслӑ, тесе шутлатӑп. — Салтаксен эрехӗ аван, кӑмӑллатӑп! — Кун пирки вара эпӗ, чӑн та, айӑплӑ, — терӗ Митя пуҫне усса, — анчах та эпӗ чухӑнсенчен илместӗп, суяна чӑн тумастӑп. Уйӑх ҫинчи кратерсем ҫӗр ҫинчи вулкансен кратерӗсем майлӑ, анчах вӗсем кунта Ҫӗр ҫинчи кратерсенчен вуншар хут пысӑкрах. Вӑл кӑшт хаяртарах сӑнарлӑ пулсан та, службӑра пит аван ӗҫленӗ, мӗн хушнине самантрах пурнӑҫлакан салтак пулнӑ. — Ҫук, ҫук! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче — нимӗнпе те! Патне пымалла мар крепӑҫ ҫук теҫҫӗ, ҫавӑн пекех патне пымалла мар хӗрарӑм та ҫук. — Ҫапла каларӗ те хыттӑн, янравлӑн кулса ячӗ. Шкулта кам та пулин пур-и? Пӗлетӗп, Аннӑна хурлантарас тесе мар, эсӗ ун ҫинчен никама та калас ҫук, анчах мана шанса калама пултаратӑн: сана бандит тытса тӑнӑ чухне ыттисем Аннӑна тапӑнчӗҫ-и? — Ан тӗкӗнӗр мана! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель, хӑйӗн типшӗм пӗвӗ ҫине ҫӗтӗк плащне уртса. 1825 ҫулта июнӗн 23-мӗшӗнче Гваделупӑна аркатнӑ тӑвӑл ҫакӑн пек пулнӑ. — Вӗрен, кӗнекесем вула! — Ку унӑн ман пата янӑ пӗртен-пӗр ҫыравӗ пулнӑ. — Сахалтан та. Ҫав йӑрансенчен пӗринпе утрӑмӑр та, икӗ пысӑк чул хушшинче плавникӑн ишӗлсе аннӑ штабельне малтанласа никам та асӑрхамарӗ. Вӑл пӗртте ӗненмелле мар. Пӳлӗмре шӑпах пулса тӑнӑ. — Хӑп манран! — янӑраса илет ӑна хирӗҫ. — Тавтапуҫ, тӑван аннем! Ҫынсем калаҫнӑ тӑрӑх ҫапла тухать: ҫав пурнӑҫ тени — вӗсем хӑйсем мар иккен, ҫынсемсӗр пуҫне тата темскер пур иккен, ҫавӑ вӗсене пурӑнма кансӗрлет имӗш. — Партире тӑмалӑх хут пӗлместӗп эпӗ, — шӑппӑн тавӑрчӗ Островнов; ытла шӑппӑн каланипе ун сӑмахне хӑйпе юнашар лараканнисемсӗр пуҫне шкулта урӑх никам та илтмерӗ. Катя столовӑйне тепӗр енчен кӗчӗ, вӑл кӗнӗ-кӗменех юпа пек хытса кайрӗ. — Ҫук, ҫыртса илмен пулӗ тетӗп. (Сывӑ-и, кавальеро! Эсир мексиканец-и?) — тесе испанецла саламларӗ вӑл палламан ҫынна. Пӗтӗм ҫемйипе, уйрӑммӑнах Марийкипе ятлаҫса кайсан, вӑл хӑйӗн пурлӑхне пытарас тесе, пахчаналла шӑтӑк алтма ыткӑннӑ. Ну, ну, куратӑп ӗнтӗ улталас ҫуккине… Асамлӑ тӗлӗк ун пуҫне пит ҫирӗп кӗрсе вырнаҫнӑ та унтан ниепле те тухасшӑн мар, мӗн пулса иртнине Джим ҫаплах ӑнкараймасть. Эпӗ ҫав пурӑнӑҫ учителӗсенче мӗн лайӑх маррисем пуррине пӗтӗмпех манаттӑм, вӗсем лӑпкӑн пит ҫирӗп тӑнине ҫеҫ туяттӑм, ҫавӑн хыҫӗнче учительсем хӑйсен чӑнлӑхне ним иккӗленмесӗр ӗненни, чӑнлӑхшӑн пур асапа та тӳсме хатӗр пулни пытанса тӑнӑ пек туйӑнатчӗ мана. Атмосфера ҫуккине пула Уйӑх ҫинче икӗ тӗс кӑна палӑрать: ҫап-ҫутӑ шурӑ та хура. Леночка чарӑнчӗ те хӑйӗн пӗчӗк ҫирӗп аллисемпе Воропаева чавсинчен тытрӗ; ун пек нихҫан та тытман вал ӑна. — Темӗн пулать пирӗн, Алексей Вениаминович, питӗ, питӗ пысӑк ӗҫ пулать. Санин чӗрне вӗҫҫӗн тӑчӗ, хӑйӗнчен ҫӳлерех ҫав тери илемлӗ, хӑраса ӳкнӗ сӑна, хӑрушӑ, ытарма ҫук илемлӗ пысӑк куҫсене курчӗ — ҫав тери илемлӗ сар пикене курнипе унӑн чӗри тапма чарӑнчӗ, вӑл хӑй кӑкӑрӗ ҫине ӳкнӗ ҫинҫе ҫӳҫ пайӑркине чуптуса илчӗ те: — О, Джемма! — тесе калама ҫеҫ пултарчӗ. — Апла пулсан, унӑн аристократла ашшӗ пулӗ? Халӗ ӗнтӗ мана столяр ӗҫне тума вӗренни пысӑк усӑ пачӗ: король паркӗнчи чи пысӑк йывӑҫсене касса хама валли тыткалама лайӑх сӗтелпе пукан турӑм. — Ку «Катюша», — терӗ Горева нимӗн ӑнлантарса памасӑр. Малашне ӑслӑ пулӑп, хама лайӑхрах тыткалама, эсӗ каланине итлеме сӑмах паратӑп. Ачасем ун патне чупса ҫитеҫҫӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарать. — Эх-ма, хӑлах мӗнле пулса кайрӗ! Ҫав кӗсре ун тавра ҫӗлен пек явкаланать, апла та капла ҫаврӑнкалать, ӑна шӑлпа ҫыртам пек туса пӑхать, хӑй ӑна юратнине темле-темле те палӑртать, анчах лешӗ пуҫне ун ҫурӑмӗ ҫине хурать те, куҫне хӗссе, хурлӑхлӑн сывлать… Малта нуша пӗтессине пӗлес пулсан, нушалана-нушалана пурӑнкалӗччӗ те чӑтӗччӗ, анчах ҫук, пурнӑҫ кунсерен йывӑрланса, хӑрушланса пырать, кашни ирех хӗвел унӑн тата хӗрӗн чухӑнлансах пыракан пурнӑҫне ҫутатса кӑтартать. Ман укҫана пула мӗншӗн ун ҫавнашкал асапа хӑй ҫине илмелле?» Ҫапах та чӑннипе мӗнле чӗнеҫҫӗ-ха сана? — Мӗншӗн, мӗншӗн турӑр эсир ҫакна? — терӗ сасартӑк Шурочка шӑппӑн, анчах хӗрӳ ӳпкевпелен. — Никам та, — ҫирӗплетрӗ ун шухӑшне Дик Сэнд, трюмӑн малти пайне пӑхса ҫаврӑнса. Юлашкинчен, ӗнер чуллӑ ҫӗр ҫине хӑпартӑм та, хӗвеланӑҫӗнче тӗтӗм пуррине асӑрхарӑм. Унта кӳлӗ е юханшыв пур пулӗ. — Ҫавӑнпа ҫав. Доктор, Грэй тата эпӗ пура алӑкӗн хулӑм стенисем хӳттине чупса кӗтӗмӗр. Анчах суккӑршӑн вӑл тӗттӗмлӗх ҫеҫ… нихҫанхи пек мар хумханакан, йӑлтӑртатакан, кӗрлесе янӑракан, халиччен туйса курман ытамсӑр тӗттӗмлӗх кӑна, ун патнелле кармашса, унӑн чунне пур енчен те сӗртӗнсе, чӗрене сывсӑррӑн таптараканскер. Пӗтӗм вӑйне пухса, Монтанелли ҫав мӗлкене хӑй патӗнчен хӑваласа ячӗ те, ӗҫе тытӑнчӗ. Анчах ҫывӑхра ҫынсем пуррине туйсан, хама-хам лайӑхрах туйӑнса карӗ. — Ма кулатӑр эсир? Андрей кӗсъерен шӑрпӑк кӑларчӗ. Тӳпере пӗр пӗчӗк, ылтӑн тӗслӗ пӗлӗт ирӗлсе тӑрать. — Пӗлетӗп. Вӑл пуҫӗпе каллех минтерсем ҫинелле ывтӑнчӗ те вӑйсӑрланнӑ сасӑпа хуллен пӑшӑлтатрӗ: — Халӗ кайсам ӗнтӗ, мӑнӑн ҫунатӑм… Тӳпе лӑпкӑ, ҫумӑр пӗлӗчӗсем ҫӳлерех пӗр вырӑнта тӑраҫҫӗ, малалла вӗсем йӑлтӑркка ҫутӑ ӑшӗнче ҫухалса каяҫҫӗ. Эпӗ чупса кайрӑм та ҫӗрре хутӑм. Ҫак усал ача… Кирила Петрович усал ача енне ҫаврӑнчӗ те хаяррӑн:— Кам ачи эсӗ? — терӗ. — Ҫынсене манӑн хам ҫинчен начар шутлаттарас килмен. Хӗвеллӗ кунпа ҫӗрлехи тӗттӗмлӗх хушшинчи уйрӑмлӑха та халь ӗнтӗ вӑл ӑс-тӑнран килмен ҫулсемпе пуҫ мими патне пырса кӗрекен ҫутӑ хӑйне пушшех те тарӑхтарнине пула кӑна чухласа илет. Ҫак юханшыва туземецсем мӗнле хисепленине Паганель аванах пӗлет. Таврана кичем шӑплӑх хупӑрласа тӑрать, пир-авӑр тӗртекенсен ури айӗнче хӑйӑр хуллен чӑштӑртатни те питӗ лайӑх илтӗнет. Молебен пулать, унтан Атӑл тӑрӑх тӑвалла каяҫҫӗ… Католиксен чиркӗвӗ ун чухне Коперник системине уҫҫӑнах чарма ӗлкӗреймен пулнӑ-ха, 1610 ҫулта Галилей хӑйӗн кӗнекине «Ҫӑлтӑр хыпарӗ» ятпа пичетлесе кӑларнӑ. — Вара Лукерьӑпа Марийкӑна ӑнлантарса пачӗ: — Серьга Хахай вӗт вӑл. Пӑтраштарать ӗнтӗ, анчах та хамӑр ҫын-ҫке-ха! Анчах апла мар иккен: пӗртте хӑрамаҫҫӗ вӗсем. Ҫук, анне, буржуй нумайлӑха тытӑнса тӑмасть… Пӗтӗм этемшӗн пӗр республика пулать, сире — ӗҫҫынни карчӑкӗсемпе старикӗсене — Италие яратпӑр, ҫавӑн пек ӑшӑ ҫӗршыв пур, вӑл тинӗс хӗрринче сарӑлса выртать. — Э, ҫамрӑк ӑмӑрткайӑк, — терӗ вӑл хапӑл тунӑ пек. Анчах вӑл ҫавӑнтах пуҫне силлесе илчӗ, хӑйне «селадон шутне формально кӗнипе» мӑшкӑллӑн саламларӗ те, хӑй патне пӳлӗме кайрӗ. Вӑл, пысӑк та вӑйлӑ ҫын, сивӗрех сӑн-питлӗскер тата час-часах хаяррӑн пӑхаканскер, вӑтӑр пилӗк ҫулта пекех туйӑнать. Вӗсем шӳтленине е чӑн каланине пӗлесшӗн пулса, Нагульнов пӗрне, теприне итлесе пӑхрӗ, унтан, сӑмса ҫунаттисене сарса, хумханнипе кӑштах шурӑхса, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ: — Эсир мӗн, урса кайнӑ-и?! — Халех чупса кайса килетӗп, мистер Стумп, пӗр самантрах. — Катя, — терӗм эпӗ, — пӗлетӗн-и мӗн?.. Анчах асту… Кӳме чӗнсе илчӗҫ: Мартинипе Джемма юнашар ларса, ӑна килне ҫитиччен ӑсатма кайрӗ. Чиновниксем халӗ ӗнтӗ хӑйсем ман ҫине тӑрӑхланӑ пек пӑхса илчӗҫ. Эсир пире ҫапла каларӑр пулас? Хӗрарӑмсем ҫӑри-ҫари ҫухӑрса, кӗпӗрех аяккалла сирӗлчӗҫ, анчах Дымок, Ефим Трубачев тата сцена ҫине хӑпарса тӑнӑ тепӗр икӗ казак ӑна аллисенчен ярса тытрӗҫ те наганне туртса илчӗҫ. Роберта шантарса калаҫма унӑн тивӗҫӗ пур-и-ха? Грант капитана ӑҫта шырас тетӗн? Хӑйӗн пӗчӗк матрацне сайра хутра пӑрахса каякан Федор Тимофеич та хуҫи спальнине кӗрсе, унӑн урисем патӗнче терткеленме тытӑннӑ. — Пирӗн ҫыхмаҫҫӗ! Анчах Катя, эпӗ ун чухне шутланӑ тӑрӑх, ҫитӗннӗ хӗр евӗрлӗччӗ, ҫавӑнпа ытларах килӗшетчӗ те вӑл мана. Тата ҫакна хушса калама пултаратӑп: Половцев пысӑк сӑнчӑрӑн пӗр сыппи кӑна-ха вӑл, анчах пӗчӗк сыпӑ мар. — Совет влаҫне… урапа… таптама… памастӑпах!.. — шатӑрах ҫыртса лартнӑ шӑлӗ витӗр ӗрлешсе, халӑх ушкӑнӗ ҫинелле вирхӗнсе чупрӗ Макар. Кӑмака хыҫӗнчен каскӑ тӑхӑннӑ ҫӳлӗ нимӗҫ сиксе тухрӗ. Килӗшетӗр-и эсир?.. Хамах куратӑп: ача шӑпах ҫав самантранпа хӑйне урӑхларах тыткалать. Апла пулсан та килӗшесех пулать, «Макари» мӗнле кӑна начар ҫӳрет пулин те, ҫапах та вӑл пилӗк кун ишсен, нумай пулсан ултӑ кун иртнӗ ҫӗре, Окленда ерипен ҫитетех. Ҫӳлелле ҫитӗнме май пулмарӗ те, хайхи айӑккинелле хунав сарчӗ, халӗ, ав, каллех епле кӑтра пуҫлӑ ларать… Вӑл унчченхи пекех чылайрах вӑхӑтне тӑвӑр камбузра ирттерчӗ, палуба ҫине сайра тухрӗ. Джордж авланнӑ ҫынччӗ, пӗлтӗр вилчӗ вӑл, арӑмӗ те вилчӗ унӑн. Петр Итали музыкине асӑнчӗ. — Вӗсем ҫинчен акӑ мӗн… — терӗ вӑл малалла, хӑй йӑлипе, васкамасӑр. Лаша, тути тӗлне пулан иртнӗ ҫулхи шурутин тӗсрен кайнӑ, шӑпӑрланнӑ тӑррисене таткаласа илсе, ешӗл ҫамрӑк курӑка антӑхсах ҫие пуҫларӗ. Ҫук, вӑл каллех парӑнма шутламарӗ-ха. Анчах сасартӑк юрлама чарӑнать те вӑл, ҫӗр ҫумнех пӗшкӗнсе, иҫӗм хыҫӗнче ним курӑнмалла мар хупланать. Ӑна хирӗҫлени илтӗнсе кайрӗ! — Асапланмасть вӑл, пире, ухмахсене, ҫапать, — ӑнлан эсӗ! Эппин, йӗркеллӗ ҫын хӑйӗн юратӑвӗ ҫинчен шарламалла мар, ҫапла-и?.. Бей ӑҫтан йӑнӑшма пултартӑр? — Тӗрӗс, Джон, — терӗ Гленарван. Унӑн нервисем ҫывӑрса кайнӑ. Хулана ҫитсен, эпӗ Зоммерблат графран ҫӗр тара илсе акакан Густав Мауер ӑҫта пурӑнни ҫинчен ыйтӑм. Вӑл хӑйӗн тусӗсене матроссене хирӗҫ кӗрешме лайӑх хатӗрленсе тӑма хушрӗ, мӗншӗн тесен лешсем ҫӑвартан курӑниччен ӗҫсе тултарнипе пассажирсене темтепӗр ылханса вӑрҫаҫҫӗ. — Вите, юлташ, авӑ, хӑмӑшпа витни пулать. — Кирлӗ марччӗ ҫав, — килӗшрӗ Разметнов. — Пӗлетӗн-и, — пуҫларӗ суккӑр кӑшт хавхаланарах, — эпӗ хӗвеле туятӑп вӗт, вӑл хӑҫан аннине те пӗлетӗп. Хӑвӑра кӑтартса панӑ ялсенчи ӗҫсене туса пӗтерсен, Ольховкӑна ҫитетӗр. Ҫакӑн пек пулчӗ Дикӑн ватӑ Томпа канашласа йышӑннӑ ансат планӗ. Ҫынсене кӳрентерместӗн. Павел ун патне кӗрсе тухрӗ, ӑна пурин ҫинчен те каласа пачӗ. — Нимӗн те калаймастӑп, — терӗм. — Вырӑс ташшине! — команда парать Жихарев. О, мӗнлерех тӗлӗнӗҫ!.. Эпӗ-ӗ, — пӗтӗм ӑстӑнӗпе ҫак сасса ӑнланма тӑрӑшса, васкамасӑр тӑстарчӗ вӑл. Геркулесӑн ӑна вӑйпа тенӗ пекех ҫавӑтса килмелле пулчӗ. — Эсир пирӗн ҫине, тылрисем ҫине, сӑмах майӗн каласан, ытлашши хытӑ сиксе ан ӳкӗр. Икӗ джентльмен та Хура Йытта тарма май килнишӗн питӗ шеллерӗҫ. Анчах мӗн тума пултарнӑ-ха? Вӗсем мухтанине итлесе пӗтерсен, Тӑсланкӑ Джон костыльне илчӗ те, алӑк патнелле кайрӗ. Ман ҫийӗмри хальхи тумтир мана питех те кӑмӑла каять, анчах Бризигиллӑра манӑн кун пек т-тумтирпе курӑнма юрамасть. Мана унта тытсан к-ку вӑл сире те арестлемелли сӑлтав пулать. 1862 ҫулта вӑл «Британипе» Глазгоран тухса кайнӑ та, ҫавӑнтан вара ун ҫинчен пӗр хыпар та ҫук. — Мӗн кулатӑр, эсрелӗ ҫурисем, турӑран та хӑрамастӑр-им? Ҫавӑн пек хула пур, княҫсем вӑхӑтӗнчех тунӑ ӑна, Горынь шывӗ ҫинче. Хоп-хоп, сывӑ пулӑр! Маякин хреснай ывӑлӗпе пӗрле ҫав ушкӑн патнелле утнӑ, ҫул май вӑл Фомана:— Именнӗ ан пул… Ача чунӗ тӗпӗнче, унӑн чун-чӗри хӑй тӗллӗнех аталанса пынине таҫта шалтанах палӑртса тӑракан темӗнле паллӑ мар вӑй ӗҫлет иккен, вара Макҫӑмӑн, хӑйӗн педагогикӑлла ӗҫне хутшӑнакан пурнӑҫ процесӗн вӑрттӑнлӑхӗ умӗнче ирӗксӗрех кӑмӑллӑн чарӑнса тӑмалла пулнӑ. Хамӑн пур шапасемпе мулкачсене ҫӗмӗрсе ҫӳп-ҫап тултаракан ешӗке пӑрахрӑм. Ромашов ротине васкавлӑн витереҫҫӗ. Кун каҫа ҫил-тӑвӑл хӑрушшӑн алхасрӗ, «Ллойда» кантурӗнчи опытлӑ моряксем те ним тума пӗлмесӗр пуҫӗсене сулкаласа тӑчӗҫ, ыррине нимех те кӗтмерӗҫ. Юрласса вӑл кӗленчери эрех пӗтиччен юрланӑ, унтан сак ҫине хӑяккӑн ӳкнӗ те е пуҫне сӗтел ҫине хунӑ та — ирхи гудокченех ҫапла ҫывӑрнӑ. Хӑш чухне вӑл упражненисене ӑнран тухса кайиччен, хӑлхисем янрама тытӑниччен, куҫӗсем умӗнче темле ҫутӑ кӑвак ункӑсем ҫаврӑнакан, урай сулкаланнӑ пек курӑнакан пуличчен турӗ. Джим ӑна каллех ывӑтса пӑхрӗ, унтан татах; кашнинчех пӳске ҫапла ҫеҫ кусрӗ. Отец Герасима вӑл хӑй ун патне апат ҫиме пырасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Кашниех хӑйӗн шухӑшне каласа парать. Пӗр майор кӑна сасне памасть. Пӗтӗм тӗнчипе шыв хупласа илсен те вӑл ӗнтӗ ӗмӗрхиллех канса ларнӑ пулӗччӗ. — Ҫук, вӑл чӗрӗ мар, — хирӗҫ тавӑрчӗ Рене-Жан, — ку турат. Часах ӑна темле киревсӗр ӗҫсемшӗн унтан хӑваласа кӑларчӗҫ. Анчах халӗ мӗншӗн пурте урӑхла пулса тӑчӗ, — е пурне те хӗрхенекен пултӑм-и эпӗ? Ӗшнене сарӑрах-сӑрӑ хӑйӑр сапнӑ темиҫе сукмак каса-каса иртет. Ҫапла, юлташсем посылка пекки ярса панӑ… — вӑл пӗшкӗнчӗ, кровать айӗнчен пӗр ещӗк туртса кӑларчӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑскер, ещӗк хупӑлчине уҫса хучӗ. — Пӗрре эсир мӑшӑрлану юрату ҫинче никӗсленет тетӗр, тепре, эпӗ юрату пуррипе ҫукки ҫинчен иккӗленсе каланӑ чухне (туйӑм ҫинче ҫеҫ никӗсленекен юратӑва илместӗп), эсир мана юрату мӑшӑрлану пуррипе пулать тетӗр. Малтан туй пулчӗ, унта Даша инке, чире персе, пымарӗ. Ҫапла вара ҫав кунах 389-мӗш номерлӗ хута ҫырса ячӗҫ, ку хут тӑрӑх кулӑшла калаҫу пулса иртни ҫинчен вулакансем ҫитес сыпӑка вуласан пӗлме пултарӗҫ. Вӑл хисеплӗ ача, ӗҫлеме пултарать, эпӗ яланах ҫакна каланӑ. Ҫак факта палӑртмасӑр иртме ҫук: колхозсем халь хӑйсен аллинче 316 пин трактӑр тытса тӑраҫҫӗ, вӗсен хӑвачӗ 5 миллион та 700 пин лаша вӑйӗ чухлӗ, совхозсемпе пӗрле илсен — 400 пин трактӑр ытларах, вӗсен хӑвачӗ миллион та 580 пин лаша вӑйӗ чухлӗ. Вӑл инкекшӗн хӑй айӑплине туйса ӑна тӳрлетесшӗн пулчӗ пулас. Хуралти Алешка ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫак каҫран тытӑнса вӑл хурал тӑма пуҫларӗ. — Ҫапла, — терӗ Макҫӑм, куҫӗсене ялкӑштарса, — хӑйӗн шӑпине те, ҫынсене те ӳпкелешме чӑннипех тивӗҫлӗ ҫынна кӑтартӑп сана. Тӳрленӗр. О, мӗн каланӑ пулӗччӗ-ши вӑл, кам та пулин ӑна ҫак самантра унпа паллаштарнӑ «артист» повар ӗҫӗпе те аппаланни ҫинчен пӗлтернӗ пулсан!.. — Апла пулсан, эп сире чӑрмантармастӑп. Эпӗ каятӑп. Мӗн эсӗ, айван хӗр, писарьсемпе куҫ хӗскелесе тӑратӑн, кай-ха часрах, чей илсе кил!» Вӑл хӑвӑрт ҫаврӑнса нимӗҫ самолётне тепре атакӑларӗ, татах ӗҫ тухмарӗ, унтан каллех ӑна хуса ҫитрӗ те сигара евӗр сарлака кӳлепинчен темиҫе вӑрӑм черетпе персе тивретрӗ; лешӗ вара таҫта, вӑрман ҫине, персе анчӗ. — Эпӗ калатӑп сана: пӗр Техасри ҫӗлен те кабриэсто урлӑ шуса каҫмасть. — Эпӗ ӑна сан валли усрарӑм. Халӗ кулаксем пирки сӳтсе явма тытӑнатпӑр. — Иртнӗ кӗркунне эпӗ вӗренме кӗмелли экзаменсем пама хатӗрленеттӗм, астӑватӑр пулӗ, эпӗ ун чухне нумай студентсемпе паллашрӑм. Ӑнланса илчӗ вӑл: кунта — килти мар, кунта амӑшӗн сӑмахне итлемесӗр тӑнӑ пек тӑма юрамасть. Амӑшӗ хӑй те, самантлӑха чарӑнса, малороссен юррин чӗрене тивекен кӗввине итлесе тӑчӗ, вара, йӑлтах лӑпланнӑскер, садӑн тӗттӗм аллеине, Макҫӑм пичче патне кайрӗ. Эсӗ хӗрӳ ӗҫрен пӑрӑнса, сулхӑнра ларасшӑн-им, сан валли татӑк тупса, чӑмласа, ҫӑварна чикессе кӗтетӗн, ҫапла-и? Ну-и мухтав турра. Эпӗ текех итлесе тӑма пултараймарӑм, хам пӳлӗме чупса кӗтӗм. — Степан, кай-ха, мана лайӑхрах чӗрӗ хулӑ, хурӑн хулли касса килсе пар… Вӑл, мӑнаҫлӑн уксахласа, Петрпа юнашар утса пычӗ. Тӗлӗнсе те кайӑн ҫав! Часах Тарас паллакан ҫынсене нумай тӗл пулчӗ. Хулпуҫҫи ҫине! Паллах, Алексей Анюта патне те ҫырса ячӗ, Гвоздева профессор сухал ӳстерме канаш пани ҫинчен те пӗлтерчӗ, анчах та вӑл лайӑх пӗлсе тӑчӗ: Гвоздев хальхи вӑхӑтра пулас ҫапӑҫусене хатӗрленет, унӑн пӗтӗм шухӑшӗсем ҫавӑн ҫинче, ҫавӑнпа та унӑн сухалпа аппаланма та, тен Анюта ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ҫук пулӗ, тесе шухӑшларӗ Мересьев. — Ку тата мӗншӗн капла? — кашӑкне пӑрахса, Фрол ура ҫине тӑчӗ. Кирек мӗскер пулсан та Айртон биографинчи хӑш-пӗр паллӑ мар вӑхӑтсене унӑн пӗлмеллех пулать, кунтан та ытларах вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче Гарри Грантпа тата «Британипе» мӗнле майпа тӗл пулнӑ вӑхӑтсем ҫинчен те лайӑхрах пӗлсе ҫитмелле. Пӗтӗм чуна пусса-йывӑрлатса халтан яракан хӑйӗн хуйхине ҫеҫ асра тытса нишленни халӗ темӗн урӑххипе улшӑннӑ, тейӗн. Спэнглер апла тесе шухӑшламан. Ҫак тӗлпулу унра лӑпкӑ, ырӑ туйӑм ҫуратнӑ, ача чухнехи кунсене аса илтернӗ, — халӗ вӗсем унӑн асӗнче, пӗчӗкҫеҫҫӗ йӑваш хӑй ҫути пек, иртнӗ кунсен инҫетӗнчен шиклевлӗн вӗлтлетсе килсе йӑлтӑртатнӑ. Ку ҫурта вӗсем лӑках тулнӑччӗ, ҫавӑнпа та ку ҫурт кӑткӑ йӑви пекчӗ. Эпӗ, кӗрес-и, кӗрес мар-и тесе, сарлака алӑк умӗнче аптӑраса тӑтӑм. Эй, манӑн хаклӑ учитель! Кӑткӑс ӗҫ ҫав! Ерофей Кузьмич, ялан чухӑн пулнӑскер, юлашки вӑхӑтра ҫеҫ ура ҫине тӑнӑскер, колхоза кӗресшӗн пулманнипе нумайӑшне тӗлӗнтернӗ. Темле музыкант хӑйпе пӗрле илсе килнӗ сӗрме купӑсӗпе «0бертас» кӗвви калать. — Ӑҫта? — ыйтрӗ инструктор. — Кофе! — хыттӑн пӗлтерчӗ Огнянов, хуҫа еннелле ҫаврӑнса. — Калама пар мана! Атту — аван мар… Нумай вӑхӑт хушши тавлашнӑ хыҫҫӑн команда ҫакӑн пек пайланчӗ: улттӑшӗ карап ҫинӗ юлчӗҫ, ыттисем вунвиҫҫӗшӗ, вӑл шутра Сильвер та, шлюпкӑсем ҫине ларма тытӑнчӗҫ. Ҫав хушӑра тата тепӗр арҫын пырса унпа юнашар тӑчӗ. — Килте, — тенӗ ӑна чура. Сережа мана хӑйпе vis-à vis пулма сӗнчӗ. Ывӑннипе халтан кайса, выҫӑпа асапланса, час-часах ӳкӗнӳллӗ хуйха ӳксе вӑл ҫапах та малалла утнӑ, кӑнтӑрла хӗвел ҫине пӑхнӑ, каҫхине ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса ҫул шыранӑ. — Лайӑх пулмасӑр. Тата ҫирӗм мильӑна яхӑн анаталла ишсен, сулахай енче пӗр хула пулмалла. — Ман вӑкӑрсемпе сухала, — канаш пачӗ Кондрат Майданников. Ермолай, Владимир тата Сучок тесе тӗлӗнмелле ят панӑ ҫын пыни — манӑн шухӑшсене татрӗ. Унӑн салхуллӑ хаярлӑхне эпӗ хам та темиҫе хутчен асӑрханӑ: персе амантнӑ кайӑкӑн карланкине ҫыртса татнӑ чухне унӑн сӑн-сӑпачӗ мана килӗшместчӗ. Унтан — пурнӑҫ хӑвӑрт иртсе кайнине. Халӑха ӑссӑрлӑх та анкӑ-минкӗлӗх пӑвӑртаҫҫӗ. — Эпӗ сирӗн шухӑшӑра ӑнланатӑп, — терӗм эпӗ, — шекерсем ҫавӑн майлӑ калаҫаҫҫӗ. Хамӑра пӗрне пӗри хака хунӑ самантчӗ ӗнтӗ ку. Скайльс йывӑҫ стена ҫинче чертежсемпе диаграммӑсем, карттӑсем курать. Оптика тата виҫев хатӗрӗсемлӗ сентресем. Скафандрсем, консерв купи, мамӑк тир кӗрӗксем. Сарай кӗтесӗнчи чикмек ҫинче — телескоп. Нимӗҫсем никама та тытса чармарӗҫ. Эп пӑхнине туйса, Олеся куҫӗсене ман ҫине ывӑтрӗ, анчах вӗсене ҫийӗнчех аяккалла тартрӗ те вӑтанчӑк кулӑпа тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Лось пусма патне пырса тӑчӗ. — Пурпӗрех, малалла кала! Ҫитменнине, халӗ ҫӗрле уйӑх ҫути пулать, ӑна курма пултараҫҫӗ». Ҫӑва патне, ун ҫинчен шухӑшлас мар. — Малта нимӗҫсем пур пулсан, эпир тылран пырасса пӗлтерсе хунӑ ӗнтӗ вӗсене. Эпӗ сире ҫӑлма тӑрӑшнине пӗлместӗр-и-мӗн? Ыран каҫхине хулара, ҫакӑнпа пӗрлех пӗтӗм Украинӑра та, контрреволюциллӗ восстани тапранмалла. — Ҫитӗ! — пӳлсе хучӗ ӑна Волошин. — Тавтапуҫ сире, господасем, тавтапуҫ, — терӗ мустангер, обществӑна хӑй хӳтӗлесе тӑнӑ пекле пӑхса илсе. Вӑл та пирӗн халлӗхе сахалтарах-ха. Санӑн чейник вӗри-и? Шӑрӑхпа тата ыйхӑллӑ пулнипе Егорушка йӑлтах лӗнчӗрккеленсе ҫитнӗччӗ, ҫапах та ун хыҫҫӑн сиксе кайма хирӗҫ пулмарӗ-ха вӑл. Эпир юханшыв тӑрӑх вӗҫтерсе пынӑ май ялан ӑҫта та пулин вут ҫути е хамӑрӑн сулӑ курӑнмасть-ши тесе тинкерсе пӑхатпӑр. Эпир ҫавӑнпа пурӑнатпӑр, тесе калама та юрать, Николай Еремеич. — Тусӑм! — сӳпӗлтетрӗ Гаврила. — Ан хӑра! Эпӗ сан кӑмӑлна тӑвӑп. Кӳр-ха, сана чуптӑвам! э?.. Темле ытарма ҫуккине тӑвакан юрату-и? Кӗҫнерникун, июлӗн 16-мӗшӗ. Астӑватӑр-и, мӗнле ҫапӑҫусем пыратчӗҫ? А Корсунь-Шевченковски? — Хӑвӑн тирне-и? Хӑйӗнчен вӑл: гуанако кӗтӗвӗ ҫак ҫӗр айӗнчи сасран хӑраса тарман-ши? тесе ыйтать. Вӑл, пӗр хӑйне ҫеҫ пӗлекен эгоистла ученӑй, пит нумай пӗлекен ҫын пек шутланать, анчах унтан мӗн те пулин ыйтса пӗлес пулсан, вӑл кивӗ тараса урапи пекех йывӑррӑн чӑштӑртатать, пӗр сӑмахпа каласан — хыткукар темелле. Нехлюдовсем патне хӑнасем, хутран-ситрен Володьӑпа Дубков килсен, эпӗ хампа хам кӑмӑллӑ пулса тата хама ҫак килйыш ҫынни вырӑнне хурса, хыҫаларах кая-кая лартӑм, калаҫмарӑм, ыттисем мӗн калаҫнине кӑна итлерӗм. Пӑван унан аллине хытӑ чӑмӑртарӗ. — Каторжниксем ун урлӑ каҫса кайнӑ та, вара… — Вара?.. — тесе ыйтрӗ Гленарван, ҫӗнӗ инкек курӑнасса сиссе… Ыран кунта ярӑр, ҫыхатпӑр. Нивушлӗ иккӗленсе тӑрать географ? Нивушлӗ ученый пӗлмест? — Нимӗн тума та ҫук. Кунта тӑнӑ вӑхӑтра ҫул ҫинче тухнӑ тӑкаксен пӗр пайне те пулин саплас тесе, капитан пӗр шлюпка сутӑн илчӗ те, ун ҫине лайӑх сутӑнма пултаракан тӗрлӗ таварсем тиесе, ӑна ҫывӑхри утравсем ҫине ячӗ, шлюпка ертсе пыма мана хушрӗ. Тонкинра хӑйӗн ӗҫӗсене туса пӗтериччен мана вӑл шлюпка ҫинчи пур таварсене те сутса пӗтерме сӗнчӗ. Мансӑр пуҫне шлюпка ҫинче вунтӑватӑ ҫынтан тӑракан команда пулчӗ, вӗсенчен виҫҫӗше вырӑнта пурӑнакан ҫынсем шутланаҫҫӗ. Пуҫланӑ ӗҫе пӗтерсе лартасшӑн-им? Хӗвел пӗтӗм анлӑхӗпех ҫутатать пулин те, пиратсем текех тӗрлӗ еннелле сапаланса каймарӗҫ тата пӗрне-пӗри чӗнме те пӑрахрӗҫ. Тен, вӑл лимонӗсене Мускав ачисем вӑрланӑ тесе шутланӑ пулӗ. — Эсӗ кирек те кам пулсан та, кирек ӑҫтан килсен те, сан ҫулу кирек ӑҫталла кайсан та, эсӗ кирек кам пулса тӑрсан та, ҫакӑнтан вара пирӗн пурӑнӑҫ ҫулӗ пӗрле пулать. Хӑнисем ӑна курасшӑнах ӗнтӗ, ахаль вӗсем кунта ҫавӑн пек ҫӗрлехи сехетре килсе кӗрес те ҫукчӗ. Хама хам та пӗлми пултӑм эпӗ. — Чунупа ыйтатӑн эсӗ, — хӑй сӑмахне хӑех шанса каларӗ Саня, — тултан кӑна юриех ним те мар пек кӑтартма тӑрӑшатӑн. — Ҫавӑ. — Халӗ ҫук вӑл сквер, — сиввӗн пӳлчӗ Катя. Унӑн чавси темӗнле хытӑ япала ҫине тайӑннӑ. Анчах бруствер урлӑ пӑхса илсен, Андрей ку чӑнах та ҫапла иккенне хӑй куҫӗпех курчӗ: инҫетре, шур юр ҫинче, снарядсем алтса пӗтернӗ хура воронкӑсем патӗнче пӗр пысӑк ушкӑн килни курӑнать. Выльӑх апатне епле пӗр ҫӗре турттарса пуҫтарӑпӑр? — Мӗн ҫинчен вӑл — ун ҫинчен тетӗн? — Эсӗ шутлани тӗрӗс. Паллах ӗнтӗ, ҫав хӗр тивӗҫлӗ пулман пулсан… Ку ҫӑмӑлттайла хӑтланни мар. Акӑ, эпир виҫсӗмӗр те тул ҫутӑлнӑ чухне симӗс кӗмӗл тӗслӗ сывлӑмлӑ уйпа утатпӑр; пирӗнтен сулахай енче, Ока шывӗн леш енче, Дятловой тусен хӗрлӗ тӗслӗ аяккисем тӗлӗнче, шурӑ Чулхула тӗлӗнче, симӗс пахчасен тӳписем хушшинче, ылттӑн тӗслӗ чиркӳ тӑррисем хушшинче, вырӑссен кахалтарах хӗвелӗ васкамасӑр тухать. Эпӗ пӗр-пӗччен пулас тӑк, вӑл манпа калаҫнӑ та пулӗччӗ. — Пулма пултарать… анчах мӗн тӑратпӑр-ха эпир? Дивизи командирӗ, ҫӗмрӗк «форд» ҫине ларса, Петлюрӑна кӗтсе илме вокзала кайрӗ. Елена чарӑнса Берсенева чӗнсе илчӗ, ӑна аллинчен ҫавӑтрӗ, анчах хӑй унчченхи пекех Инсаровпа калаҫрӗ. — Тӑр! Ҫакӑн хыҫҫӑн пулса иртнӗ инкексене: кӗтмен ҫӗртен арӑмӗ, хӗре тата пӗчӗк ачи вилнине вӑл турӑ янӑ асап вырӑнне хурса йышӑннӑ, мана ҫут тӗнчере пурӑнма юрамасть тесе шутланӑ. Сomme il faut шутне кӗмен кирек хӑш мухтавлӑ артиста та, ученӑя та, этем ывӑл-хӗрне ырлӑх кӳрекене те эпӗ хисеплемен пулӑттӑм. — Ну, халь пӗтсе ларнӑ ӗнтӗ! — терӗ тусӗ, ыйхӑ пуснине сирсе ярас шутпа сигара чӗртсе ярса. Анчах халь эсӗ сывӑ вӗт? Лаша ун еннелле хӑяккӑн ҫаврӑнсассӑн, Фелим вилӗ ҫыннӑн хӑрушӑ сӑн-питне, пӗтӗмпех юн хытса ларнӑ сӑн-пите курчӗ, е ӑна ахаль курнӑ пек туйӑнчӗ-ши ку. Хӗвел питтинче ҫунса тӑрать унӑн хӗрлӗрех ҫӳҫӗ. Кун сулхӑнлӑхпа сывларӗ,Каҫхи мӗлкесем тарса пытанаҫҫӗ,Часрах килсем, таврӑнсам, савниҫӗм. Барабанщиксем малта, батальон салтакӗсем хыҫалта пырӑр. — Эпӗ паян сирӗн группӑн инструкторне взыскани пама хатӗрленетӗп. — Эпӗ Фома пирки шутласах кайман… Астӑватӑр-и, мисс Мэри, эпӗ сире ун ҫинчен каланӑччӗ. Мӗскӗн этем, хӑйӗн йӑнӑшне тӳрлетес тесе, фургон пекех шалтан-шала путса кӗчӗ! Чи ҫывӑх туссене! Такам йынӑшса ахлатрӗ, хытах та мар та, ҫапах кӑмӑл таврӑнмалла йынӑшрӗ. Йынӑшмарӗ те вӑл — шӑлӗ витӗр ҫеҫ, зуммер пек, пӗр евӗр сасӑпа нӑйӑлтатрӗ. Кӳршӗм мар-ши, тесе кӳршӗме сӑмах хушрӑм. Ҫук, вӑл мар. Вӑрансан, хам ӑҫта иккенне тӳрех ӑнланса илеймерӗм. — Пулма пултарать, — терӗ вӑл юлашкинчен: — вӑл шутлать пуль, тен… вӑл вӑтанать пулӗ… Винтӑсем ӗҫлеме пӑрахнипе машина ретрен тухнӑ, халӗ ӗнтӗ нимӗн тума та ҫук. Джон Мангльсӑн палуба ҫине каялла килмелли ҫеҫ юлчӗ, тата паруссене майлаштарса, халиччен яхтӑшӑн тӑшман пулса тӑнӑ ҫиле унӑн тусӗ тума тытӑнса пӑхмалла пулать. Катара, йӗпе мол ҫинче ҫынсен ушкӑнӗсем тата умлӑ-хыҫлӑ тӑракан грузовиксем курӑнаҫҫӗ, анчах ҫумӑр ҫилхипе пӗркеннӗ ҫыранта ҫын пурӑнман пекех туйӑнать. Пирӗн художниксем Римре Ватикана ура ярса пусмаҫҫӗ, теҫҫӗ. Рафаэля кӑшт кӑна ухмах вырӑнне хумаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл авторитет, имӗш, анчах хӑйсем вӑйсӑр та ирсӗрлӗхе ҫитиех пултарусӑрскерсем; хӑйсен фантазийӗ. Унтан сасартӑк хӗрелсе кайрӗ те, ура ҫине тӑма хӑтланса, кӑшкӑрса ячӗ:— Ӑҫта Хура Йытӑ? — терӗ. Эпӗ сана вӗлеретӗп. Ку мана пурӑнӑҫри йывӑр кунсенче питӗ пулӑшатчӗ. Грексем пирӗн пек калаҫма пултараймаҫҫӗ, вӗсем мӗнле май килнӗ ҫапла лӑпӑртатаҫҫӗ, хӑйсем сӑмахсем каланӑ пек, анчах мӗнӗ ӑҫта пырса ҫыпӑҫнине ӑнланмалли те ҫук. Кунӗ паян шӑрӑх, ҫил ҫук, ҫӗр те хӗрсе кайнӑ, урана пӗҫертет. Эрӗ хутсене пуҫтартӑм та, штабс-капитан ӳкӗнесрен шикленсе, хӑвӑртрах илсе кайрӑм. Тепӗр хут кала! — кӑшкӑрса ячӗ такам хыҫалта. Ҫав ҫӗр ҫӑтман кӗлеткем мана пуринчен те ытларах тарӑхтарать. Эпӗ хамӑн хуйхӑм-суйхӑма пула ӳсеймерӗм курӑнать. Шӑп ларӑр, мана арҫын пек чӑтӑмлӑ пулса итлесе пӗтерӗр. — Эсӗ эпӗ мӗн вуласа кӑларнине ҫеҫ вулатӑн-ха. Эпӗ темиҫе вырӑнта хам вуласа кӑларнӑ текстсене ҫырса илсе ҫакӑнта хура-хура тухрӑм. «Ачасем! — кӑшкӑратӑп хам. Улпутсем тата чиновниксем вӗсем пурне те тума ӑста! Анчах пире кукӑль ӑшне хумалӑх ҫеҫ кирлӗ, ыттине кӑларса кӑна ывӑтатпӑр. Вӑл — чунне уҫса кӑтартман ҫын… Сильверпа унӑн юлташӗсем пиртен ҫӗр ярд хушши кая юлнӑ. Мӗнле у-ухмах! — тесе персе янӑ. Унтан, сасартӑк шӑртланса кайса, лач сурнӑ. — Тьфу сана! Лукашка пуҫне ҫӗклерӗ. — У-ля-ля-ля-лю! Мария Гавриловна кӗнекине хупнӑ та хӑй итлеме хатӗррине пӗлтерсе пуҫне пӗкнӗ. Лайӑх ҫынсем пурччӗ. Хӑшӗ — сӑнчӑрлӑ: сӑнчӑрӗпе ташлама ҫук-ҫке, ҫавӑнпа та эпӗ сӑнчӑрне вӗҫертсе хума ирӗк параттӑм. Итле. Ни харлаттарни, ни сывлани, пӗр сӑмахпа каласан, нимле сас-чӳ те илтӗнмест. Эпир хаваслӑ, хаваслӑ. Анчах Павелпа Андрейӑн лӑпкӑ сӑмахӗсем ҫав тери хӑюллӑн, ҫирӗппӗн, вӗсене суд умӗнче мар, слободкӑри пӗчӗк пӳртре каланӑ пек янӑрарӗҫ. Пӗр вунӑ минута яхӑн итлесе ларнӑ хыҫҫӑн, Корчагин бюро мӗн шухӑшланине ӑнланса илчӗ. «Дункан» буфетчике, тӳрленеймен педант, ирхи апат начар пуласси ҫинчен кӑмӑлсарланса пӗлтерчӗ. Вӗсем, тӑванӑм, пурнӑҫа ҫӗнтереймеҫҫӗ, ҫук! Юлашкинчен тата, пӗчӗк хурт-кӑпшанкӑ хӑйӗн вӑйлӑ аталанни ӑс-хакӑлне кӑтартнӑ тӗслӗхпе, вӗсем In minimus Deus текен каларӑша ҫирӗплетнӗ чухне нивушлӗ энтомолог савӑнса мӑнаҫланма пултараймасть? Кӑткӑсем пирӗн пысӑк хула тӑвакансемпе тупӑшма пултарӗччӗҫ; физика законӗсене пӗлмен кӗмӗл тӗслӗ шыв эрешменӗсем шывра сывлӑш чанӗсем тӑваҫҫӗ; пӑрҫасем, чаплӑ урхамахсем пек, экипажсене туртса пыраҫҫӗ, ҫар вӑййисен карабинерсенчен те аванрах ирттереҫҫӗ, тупӑпа Вест-Пойнт шкулне пӗтернӗ дипломлӑ артиллеристсенчен аванрах переҫҫӗ. Ричард ятран ачашласа Дик тенӗскер, ҫак ята вӑл хӑйне тупса ача ҫуртне илсе пынӑ ҫынран туяннӑ. Хуҫапа типографири рабочисем хушшинче вӗҫӗмсӗр кӗрешӳ пырать. — Капитана суранлатнӑ! — терӗ мистер Трелони. Пынӑ ҫынсене малти пӳлӗмре — те служанка, те компаньонка, — чепец тӑхӑннӑскер, тӗл пулчӗ. Эсир, акӑ, кӑмӑллӑнах панӑ пулӑттӑрччӗ, анчах сирӗн хӑвӑрӑн та сахалтарах. Анне вилнӗренпе вара атте пурне те сивӗтрӗ. Нумай ҫӗрте тусен хушшинче ҫулӑм сирпӗне-сирпӗне тухать те тӳпене кӗлпе хупласа тӗтӗмлетет. Ҫав ӗҫре пурте суяҫҫӗ, вӑл ӗҫӗ ҫавӑн пек, пурне те намӑс, нихӑшӗ те никама та юратмасть; ахаль — ашкӑнса хӑтланни ҫеҫ! Нихӑш тӗлте те шурӑмпуҫ хӗрелсе килни палӑрмасть, хӗвелтухӑҫӗ ҫеҫ кӑшт шупкаланнӑ пек туйӑнать. Вӑл ӑна темиҫе хут та тавернӑра тӗл пулни ҫинчен, дуэль пулнӑ каҫ та ӑна курни ҫинчен астуса илнӗ. — Акӑ епле истори! — шӳтлӗн хирӗҫленӗ Денни, Келли еннелле ҫавӑрӑнса. Вӗсем чӑтлӑха кӗчӗҫ. Темиҫе кунран эпӗ ҫак ҫын хуть те мӗн чухлӗ тата хуть те епле майпа та, кӗреҫе ҫине тайӑнса тӑрса та ҫывӑрма пултарнине асӑрхарӑм. Гуигнгнмсен чӗлхипе сӗлле глунг теҫҫӗ. — Эпир тӳленӗ. Эпӗ улталаман. — Вӑл лётчик ҫине шанмасӑртарах пӑхса илчӗ. — Эсир мӗн, манран кулатӑр-и? Огнянов пит вӑйлӑччӗ. — Калаҫнӑ пултӑр эппин. Чухӑнӑн ҫулӑм хыпса илнӗ хуралтине курассинчен хӑрушӑ япала мӗн пулма пултартӑр! Вӑл ҫак асӑннӑ имение сутӑн илнӗ чухне тунӑ хут. — Ним те инкек ҫук ӗнтӗ, намӑс ҫук пулсан. Эсир пӗлетӗр — Диц лайӑх ҫын, мӗн унта, кашниех лайӑх, Ромашов: тӑнсӑр ҫынсем ҫук. Иртерехчӗ-ха. Тӗлӗкре вӑл икӗ пысӑк хура йытӑ курнӑ, пӗҫҫисем тата аяккисем ҫинче пӗлтӗрхи ҫӑм пайӑркисем ҫакӑнса пынӑ; вӗсем пысӑк лахханран ӗмӗтсӗрленсех мӑшкӑлтӑк шывне лӗрӗплеттернӗ. Мӑшкӑлтӑк шывӗнчен шурӑ пӑс ҫӗкленнӗ тата питех те тутлӑ шӑршӑ сарӑлнӑ; сайра хутран вӗсем Тетка ҫине ҫӑвӑрӑнса пӑхса, шӑлӗсене шатӑртаттарнӑ тата: «Эпир сана памастпӑр!» тесе хӑрлатнӑ. Ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те козаксем, курчӗҫ — айӑккинче Метелыця козак ляхсене хӑналать, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тӑнсӑр туса ывӑта-ывӑта ярать; тепӗр енче хӑйӗн ҫыннисемпе Невылычкий атаман хӗсет; лавсем патӗнче тӑшмана Закрутыгуба тустарать; аякри лавсем патӗнче Пысаренко пӗр ушкӑна хӑваласа янӑ ӗнтӗ. Ӑна вӑл яланах ыттисене итленинчен тимлӗрех, тӑрӑшарах итлет, — вӑл пуринчен те ӑнланмалларах калать, тата унӑн сӑмахӗсем чӗрене хытӑрах пырса тивеҫҫӗ. Сур! Суккӑр тимлӗн итлет. Шак хытса тӑчӗ Петро. Анчах ҫавна эпӗ икӗ сехет иртсен тин пӗлтӗм. Пӗррехинче, вӑл пикенсех хитре япаласемпе хӑтланса ларнӑ тапхӑрта, эпӗ ун сӗтелӗ патне пытӑм та пушӑ ларакан илемлӗ пӗчӗк флакона ӑнсӑртран ҫӗмӗртӗм. Сӑмахлӑх хыҫҫӑн ҫынсем картишӗнче пеме хӑнӑхмалла упражненисемпе аппаланӗҫ. — Ара, мӗн калаҫса тӑратӑн ҫак эсӗ? Ӗҫлеме тата вӗренӗве ӑна ямаҫҫӗ. Эпӗ урӑх ҫул суйласа кайма пултарайман ҫын пек, нимӗн иккӗленмесӗр, пӗтӗм шанӑҫӑмпах каялла утрӑм. Лашасем ҫӗр ҫине выртрӗҫ, ҫыннисем те вӗсемпе юнашар тӑсӑлса выртса пӗр ҫӗре купаланчӗҫ. Чурасене астӑваканӗ хирӗҫ каларӗ: — Калӑр-ха, капитан Кольхаун, ҫулне эпир мӗнле тупӑпӑр? Нумайччен эпӗ пӗр хускалмасӑр выртнӑ, куҫҫулӗме тытма тӑрӑшмасӑр татӑлса йӗтӗм, кӑкӑрӑм ҫурӑлать пуль тенӗччӗ; пӗтӗм вӑй-хӑватӑм, пӗтӗм хастарлӑхӑм тӗтӗм пек сирӗлчӗ; чунӑм халсӑрланчӗ, ӑсӑм шӑпланчӗ, ҫав самантра мана кам та пулин курнӑ пулсан, вӑл манран йӗрӗнсех пӑрӑннӑ пулӗччӗ. Хохол урисем ҫинче сулкаланса илчӗ, унтан вӑл тутине сарлакан сарса йӑл кулчӗ, темскер каласшӑн пулчӗ, анчах каллех Николайӑн тарӑхтаракан сасси илтӗнчӗ: — Эпир ирсӗрсене пуҫласа куратпӑр… Лайӑх пичетлесе хунӑ пакетра ҫыру выртнӑ, вӑл ҫырӑва мисс Райт ячӗпе янӑ, хупӑ конверт ҫинче Папа облаҫӗн штампӗ пулнӑ. Пальто тӳммине ҫаклатман хӗрача сарайран чупса тухрӗ те ман паталла васкаса чупса пычӗ. Мӗскер иккен Осадчий? Унтан ачасене тата ватӑ Хӗрлӗ Тӑрнана чӗннӗ те апатланма тытӑннӑ. Комета Хӗвел ҫывӑхнерех ҫывхарсан, Хӗвел ҫав чула хӗртсе ярать те, унӑн ӑшӗнчи газсем сарӑлса кайса тулалла тухаҫҫӗ. Грант капитан маттур моряксенчен пӗри пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ чаплӑ пӗлнӗ. Пур ҫӗрте те ҫӑкӑр ҫине тӑвар сапнӑ пекех сапса тултарнӑ вӗсене. Ӑшри туйӑмсем вӗсене каласа пама пӗлменнипе тытӑнса тӑчӗҫ, сӑмахсем йышлӑ пулчӗҫ, анчах ҫынсем ахаль япаласем ҫинчен, кӗпе-йӗмпе тумтир тупса парасси ҫинчен, сывлӑха сыхлама кирли ҫинчен калаҫрӗҫ. Чун хавалӗ чакнипе пӗрлех тата ытти инкек те тупӑнсах пычӗ: ту тӑрӑхӗнчен ҫӗрле сивӗ ҫил касса вӗрет, пӑлхавҫӑсене вӑл шӑмма ҫити шӑнтса витерет, вӗсем пур — ҫаплах вут тавраш хумасӑр нӳрлӗ окопсенче ҫӗр выртса ӗнтӗркеҫҫӗ. Анчах сыпӑка вуласа пӗтерчӗҫ, автор ятне каларӗҫ те, эпӗ сире шыраса тупас, терӗм… Ҫук… — тавӑрчӗ Бенедикт пичче, — «салтак-термитсем» ку таранччен Африка ҫӗрӗ ҫинче ҫеҫ тӗл пулнӑ. Мӗне юрӑхлӑ эпир, пурӗ те пӗрне — «сулахайпа» та «сылтӑмпа» теессе кӑна пӗлетпӗр-ҫке, урӑх вара ни пе, ни ме, ни кукурукукку. Унӑн хулпуҫҫийӗсем сиккелесе илчӗҫ. Миссури ҫыранӗ туллӑ-сӑртлӑ. Иллинойс енче — ҫӳллӗ вӑрман, фарватер вара ку тӗлте Миссури ҫыранӗ ҫумӗпе иртет, ҫавӑнпа эпир хамӑр ҫине кам та пулин пырса тӑрӑнасран хӑрамарӑмӑр. Ларатӑп та вӗҫӗмсӗр канма тытӑнатӑп… Вӗсем кӑшкӑрашнине итлесе, вӑл пуп ӳпкелешсе каланине аса илнӗ: «Хӑйсем нумай ӗҫсем тума ӗмӗтленеҫҫӗ, анчах тӗп ӗҫсем ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ». Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех вӑл, автансем авӑтса яричченех, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче ларать, темскер ҫырать, химически кӑранташпа темле карттӑсем ӳкерет, вулать. — Мӗн ыратма! Ҫав вӑрттӑн ӗҫӗ кӑшт та пулин ҫутатса пама пултараканни халь те ҫаплах аташса выртнӑ. Камшӑн унта парти заданийӗ каторга пулчӗ? — терӗ вӑл хӑй ҫывӑхӗнче тӑраканнисене йывӑррӑн пӑхса ҫаврӑнса. Пурнӑҫ та пурнӑҫ мар ӗнтӗ Пидоркӑшӑн. Эпӗ — ирӗкри кайӑк, ӑҫта кӑмӑл туртать — ҫавӑнта вӗҫетӗп. Вӑл кунта аран ҫеҫ илтӗнет; студент халь, бандуристсем пек хуллен тӑстарса, авалхи «думкӑна» юрлать. Ку вара чӑн-чӑн вырӑс улпучӗ пулнӑ. Залра кӗрленӗ сасӑсем ӳссех пыраҫҫӗ, сӗтел умӗнче тӑракан ҫын ҫаплах хушаматсене вуласа тӑрать, зал тимӗрпе мазут йӑхӗнчи кадрсен ятне итлет. Анне, яланхи пекех шуранкаскер, ним хускалмасӑр выртрӗ. Шӑпах каланӑ сехетре директор, хӑйӗн аллине кӗлӗ кӗнеки тытса, кафедра умне тухса тӑчӗ. Негрсем чӑннипех те хӑйсене вӗсен умӗнче парӑмра пек туйма пуҫларӗҫ, чухӑн пулин те, хӑҫан та пулсан чӑннипех тав тума пултарасса шанчӗҫ. Мануйлиха йӑнӑшман. Лашана та вӑл арҫынтан кая кӳлмест, хӑмӑт клещине урипе тапать те — чӳлӗке пӗрре туртсах ҫыхса лартать. Ҫанталӑк ҫиллӗ, нӳрле, кичем. Пӗрле хушсан, вӗсен иккӗшӗн ҫулӗсем ҫӗртен те иртеҫҫӗ пулин те, вӗсем хальтерех кӑна мӑшӑрланнӑ, мӗншӗн тесен пан Якуб аренда илме кирлӗ таран укҫана часах пухса ҫитереймен, ютсем тӑрӑх «эконом» пулса нушаланса ҫӳренӗ, пани Агнешка та, телейлӗ самант ҫитсе тухасса кӗтсе, Потоцкая графиня патӗнче хисеплӗ «покоювка» вырӑнӗнче пурӑннӑ. Юлашкинчен, телейлӗ самант ҫитнӗ те, «каччӑпа хӗр» алла-алӑн тытӑнса костела кӗнӗ, анчах ҫав вӑхӑта, хӑйне паттӑртарах тытма тӑрӑшакан «каччӑн» мӑйӑхӗпе ҫӳҫӗ ҫуррине яхӑн кӑвакарма та ӗлкӗрнӗ, «хӗрӗн» именчӗкпе хӗрелекен икӗ питҫӑмартисене те кӗмӗл ҫӳҫ пӗрчи пайӑркисем «илемлетсе» тӑнӑ. Квартальнӑй хӑйӗн алапаш аллипе портретӑн рамине хытӑрах тытрӗ пулас; айккинчи хӑма хуҫӑлса шалалла кӗчӗ, пӗр хӑми урайне ӳкрӗ, унпа пӗрле кӑвак хутпа чӗркенӗ ҫыхӑ йывӑррӑн персе анчӗ. Ҫапла вара, суд скамьи ҫинче пӗр Морис-мустангер кӑна юлнӑ. Унӑн инкек пулнӑ-и? Ун чухне тӑватӑ сехетчӗ. Эпир мӗн пурӗ тӑватӑ миль кайнӑ. Хам унӑн инкӗшӗ пулма юранине пӗлетӗр эсир, анчах ун ҫинчен час-часах шухӑшлама тытӑннине те сирӗнтен пытарасшӑн мар эпӗ. Унӑн пичӗсем ҫинче шикленӳ йӗрӗсем ярӑмланса иртрӗҫ, анчах, Элен ҫине пӑхсан, вӑл ҫавӑнтах лӑпланчӗ. Кусем — виле ӳтсем. Тен, вӑл патак та мар, турчка пулнӑ пулӗ. Ҫурҫӗр енче тӑракан эстанцисемпе саладеросем кунтан питӗ инҫе, ҫавӑнпа та лаша илме, е вӗсене укҫа парса тытма ниҫта та май килмест. Уорд — арена генералӗ. Ҫилӗллӗн кӑшкӑрнисем Дмитрие питрен пушӑпа ҫапнӑ пекех пырса тивеҫҫӗ: — Мӑшкӑл! Атте ҫапла ӗҫрӗ те ӗҫрӗ, унтан хӑйӗн утиялӗ ҫине тӳнсе кайрӗ. Софрон тепӗр кунне мӗн-мӗн тумаллине итленӗ хыҫҫӑн хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Ҫак кирлӗ мар та пусса тӑракан калаҫу Юрие йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Варварӑна чарса лартрӗ. Алкумне пашлӑкпа чӗркеннӗ пӗр лутра ҫын кӗрсе тӑчӗ. Парӑнтӑмӑр вӗт-ха акӑ эпир Устина, утӑ ҫинче праҫник тума тытӑнтӑмӑр, мур илесшӗ! Ҫакна ирхине ҫеҫ асӑрхарӗҫ. Юлташӗсем кӑмӑллӑн кӑна кулнине кура Нургалей кӳренмерӗ, анчах хӑй пӗтӗмпех тарласа кайнипе йӑлкӑшма пуҫларӗ. Эсӗ диверсионер-ҫке-ха… Герцога илсе таврӑнсан, эпир кимме пытартӑмӑр, унтан вӗсем пӗрене ҫине вырнаҫрӗҫ те, король герцога леш йӗкӗтрен мӗн пӗлнине пӗр сӑмах сиктермесӗр йӑлт каласа пачӗ. — Петр Фадеевич, савнӑскерӗм, дирижерласамӑрччӗ паян, тархасшӑн, маншӑн, — ыйтрӗ Ромашов. Епле ӑнланмалла-ха ӑна? — тесе пырать вӑл. Ман сире халех курмалла. Вӗсем корсет тата хурарах «Vadmel» пуставран ҫӗленӗ кӗпе тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ. — Ӑҫта каятӑр вара эсир? — тесе ыйтрӗ карчӑк. — Чӑнах та-ҫке… мӗнле-ха эпӗ?! Тӗрӗслесен вӗсем савӑтӑн ҫуррине пушатрӗҫ, юн тымарӗсенче ӑшӑ сӑрхӑнса саланчӗ, хӑйне евӗрлӗ, ҫӑмӑл вӑй хушӑнчӗ. Черкескӑпа папаха тӑхӑннӑ Белецкипе Оленин алӑкран ҫутӑ ӳкмен енче тӑраҫҫӗ. Вӗсем, хӑйсем ҫине ҫынсем пӑхма тытӑннине туйса, пӗр-пӗрин хушшинче хытах мар, анчах илтӗнмелле, казакла мар чӗлхепе калаҫаҫҫӗ. Пӗрре вӑл ман мӗнпур чертеж ҫине квас тӑкса ячӗ, тепӗр чухне вӗсем ҫине турӑшсем умӗнче ҫу лампадкине тӳнтерчӗ, вӑл ачалла чеелӗхпе чееленнине ача пек пытарма пӗлмесӗр, пӗчӗк хӗрача пек асса хӑтланатчӗ. Пӳрте кӗр! Апла пулсан эпӗ сана халех киле яратӑп». Сунарҫӑ акаци чӑтлӑхӗ ӑшӗнчен тухнӑ та тин ҫеҫ Кассий Кольхаун иртсе кайнӑ сукмакпа уттарнӑ. Дзержинский юлташ чугун ҫул пурлӑхне ҫаратакансене ответ тыттарма хушакан приказ кӑларнӑ. Лукич, сан шутпа ҫав ҫӗр камӑн вӑл? Вӑл арена ҫине хӑйӗн мӗнпур вӑйне пухса тухать. Гленарван ун патне пырса тӑчӗ. Ӑна аллисенчен тытса вӑл яхта ҫине кӑтартрӗ. — Айта пирӗнпе! — терӗ вӑл. Ремесласене пӗлнӗ пекех, пӗлӳлӗх науки пур; анчах пӗтӗмӗшле наука пачах та ҫук. — Иккӗмӗш хут лектереймерӗҫ! Ҫула тухнӑранпа эпӗ ҫав тери нумай тӗлӗнмелли япаласем курнипе, малашне тата темӗн те пӗр курас пулсан та, тӗлӗнессӗн туйӑнмасть. Ара, пирӗн Совет председателӗ пире ҫав тери хытӑ ҫӑварлӑхласа хунӑччӗ, пухусенче ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та калама ҫукчӗ. Унӑн тата аллинче ача пур пек. Натанаил игумен мӑнастир чиркӗвӗн аяккинче тӗртсе хӑпартнӑ аналой умӗнче тропарь юррине юрласа пӗтеретчӗ, такам ӑна ҫаннинчен туртрӗ. Ҫӗнтерӳ чӑнах та пулчӗ, анчах уншӑн иккӗн: Клавичёкпа Корчагин хӑйсен пурӑнӑҫӗсене пачӗҫ. — Ҫӑкӑр илсе килӗр! Вӑл, йӑл кулкаласа, куҫлӑхне тӳрлетсе, амӑшӗ патне пычӗ. Мӗн тунӑ эпӗ? Эпӗ: «Пӗлместӗп, ун ҫинчен штурманран хӑйӗнчен, ырӑ-сывӑ пулсан, ыйтса пӗлмелле», терӗм. Вайманӑн парӑнмалла пулчӗ, ку япала флегматикла эстонеца пачах канӑҫсӑрлатса пӑрахрӗ. Хӑйне ҫӗнтернӗшӗн Корчагина вӑл чылайччен каҫараймасӑр ҫӳрерӗ. Полк командирӗ ӑна асӑрхаттару тӑвать, вӑл пур, мӗскӗн прапорщик, фендрик, темле ӑҫтиҫуках хирӗҫлеме ирӗк ҫитерет. — Аллах? — юлташла ыйтрӗ Ромашов. Маркиз пӗччен. Вӑл чи ҫӳлти вырӑнта тӑрать, ҫавӑнпа пур енчен те курӑнать. — Юрӗ, Марийка! Ман сӑмаха кӑна ан ман. Чӑнлӑх-и? Кунӗ-кунӗпех вӑл хӑйӗн поэмине вулать. Вӑл хӑй те пӗлмен. — Апла пулсан, эппин, пурте чиперех. Вӑйӗ ҫитӗ-ши ҫакна тӳсме ватӑ Томӑн? — Кун пирки хӑвӑрах татӑклӑ сӑмах калама пултаратӑр, — тӗрӗм эпӗ кулянса. — Пирӗн сехет ҫурӑ вӑхӑт пур! Анчах кунта эпир мана та пит тӗлӗнтерекен вырӑнпа пыратпӑр. — Батюшка, — терӗ куҫҫулӗсем витӗр карчӑк: — ятӑра, аҫӑр ятне пӗлме тивӗҫӗм ҫук-и?… Вӑл та кӳреннӗ халӗ… мӗн тӑвас! «Астӑватӑп эпӗ, тӗлӗкри пек, — куҫне пӳрт ҫинчен илмесӗр каларӗ Ганна, — тахҫанах-ха вӑл, эпӗ пӗчӗккӗ чухнех, анне патӗнче пурӑннӑ чух, ҫак пӳрт ҫинчен темскерле хӑрушла япаласем каласа паратчӗҫ. Ӑна кӗнеке вулама паман, ҫавӑнпа та вӑл вӑхӑта кӗлтуса тата турӑ ҫинчен шухӑшласа ирттернӗ, малалла мӗн пуласса чӑтӑмлӑ кӗтнӗ. Ҫӗнтерекенсем хӑйсен аллисемпе сысна ҫурине вакласа чӗллӗн-чӗллӗн касасси йӑлана кӗнӗччӗ ӗнтӗ. Хула пуҫӗн ытла та шикленмесӗр шухӑшласа кӑларнӑ ӗҫӗ Артамонова тӗлӗнтерчӗ, анчах вӑл хут ҫине пурпӗр алӑ пусрӗ, мӗншӗн тесен ку ӗҫ хӑйӗн шӑллӗне, Мирона, кӑмӑла каймасса тата Воропонова та Петербургран лайӑх кӑна ятласа ярасса шаннӑ: хӑвна тивӗҫлӗ мар ӗҫе ан хутшӑн, хулӑн туталлӑ ухмах, хӑвна ытла мӑнна хурса ан сик! — Ҫапла, — тетӗп эпӗ, — ытти чухне вӗсем ӗҫсӗр аптранипе парламентпа ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ, ӗҫе хӑйӗн майлӑ тумасан, король пурин пуҫне те касма хушать. Пӗр йывӑҫ ҫинчех! Анчах Попович каллех юсаннӑ, шакла хырнӑ пуҫӗ ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркине хӑлха урлӑ янӑ, ҫӑра та сӑмала пек хура мӑйӑх ӳстернӗ. Ҫывӑхарах пыратӑп, сывлӑх сунатӑп: «Лушаня, эсех-и ку?!» — тетӗп. Ҫавӑнтах Ефим, ун ҫумӗнче тӑрса, ӑна ӳкӗтлӗ сӑмахсем каланӑ: — Акӑ, эсӗ халь ҫав хӗрарӑм ҫине пӑхса тӑратӑн, — тенӗ Ефим. — Эпӗ-и? Ак ҫапла. Петр хӑйӗн шӑллӗн ывӑлӗ яланах темле ӑслӑ сӑмахсем каланине ӑнланнӑ пулсан та, Мирон ӑна пурпӗр кӑмӑла кайман. Вӑл Андрее кӗске ҫӳҫлӗ пуҫӗнчен тӗртсе пӑхрӗ. — Кӑҫал манӑн мужиксемпе ӗҫсем нумай пулчӗҫ, — терӗ малалла Николай Петрович ывӑлне. Пире хирӗҫ караван килетчӗ… ултӑ парӑш — пушӑлла, вӗсене «Черногорец» буксир туртса пырать. Чул катрамӗсем ура айӗнче силленсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа ӳкес хӑрушлӑхран сыхланса анчах пымалла пулчӗ. Анчах нумай ҫылӑх тунӑ ҫын яланах витӗр курать, витӗр пӗлет, вӑл яланах ӑслӑ… — Юлташсем! — рупортан капитанӑн савӑнӑҫлӑ сасси илтӗнсе кайрӗ. — Сире пӗрремӗш экспедици Уйӑх ҫине ӑнӑҫлӑ ҫитнӗ ятпа ырӑ сунатӑп! Лаши туртӑнса янӑ та тӳрех купаласа лартнӑ шӑн тӑпра ҫине тухса тӑнӑ. Жорж мана тӗксе ярса тӑрса ларчӗ те васкавлӑн ответ пачӗ: — Вӑл Киева кайнӑ-ҫке-ха… Алло! Хӑма, пӑта, кӗленче — пӗр ещӗк. Кунта эпир типӗтнӗ ашпа, сухарисемпе тата чейпе пит аван апатлантӑмӑр. Пӗр пытармасӑрах калатӑп: ҫавӑн пек тутлӑ ирхи апата эпӗ ӗмӗрте те ҫимен пулас. Вара унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх ҫутӑ тумламсем юхса аннӑ. Ун пек тумламсем ҫумӑр ҫунӑ чухне чӳречесем ҫинче пулаҫҫӗ. Хытӑ чуптарса, ывӑнтарса ҫитернӗ лашана шап-шурӑ кӑпӑк витнӗ пек, Осипа та, вӑхӑт нумай тертсем кӑтартса, кӑвакартса янӑ; усӑнчӑк мӑйӗхӗсенче те пулин — ҫав ултавлӑ кӑвак пӗрчӗсем чӑшӑлах шӑтса тухнӑ! — Аван япала! — терӗ ӑна Андрей. Анчах тимӗрҫӗ пӗччен утать, нимӗн те курмасть вӑл, хӑй тахҫан чӑтма ҫук юратнӑ савӑнӑҫлӑ вӑййа хутшӑнмасӑр утать. — Григорьев юлташ пулмалла, йӑнӑшмастӑп пулсан, — терӗ вӑл пӳрнипе шӗлепки хӗрринчен сӗртӗнсе. Хуҫапа хӑна иккӗшӗ те гостинӑя куҫрӗҫ, кельнер карт илсе килчӗ те вӑйӑ пуҫланчӗ — паллах ӗнтӗ, укҫалла мар. — Вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре вара, Сид? Мария Гавриловна ун ҫине тӗлӗнсе пӑхнӑ. Унтан тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртрӗ те куҫӗсене хупрӗ. Клумбӑсем ҫинче тӗттӗмре аран курӑнакан чечексем, хӑйсем хушшинче пӑшӑлтатнӑ пек, пӗр-пӗрин патнелле тайӑлса, темшӗн пӑшӑрханса лараҫҫӗ. Иккӗмӗш? Артур тата темиҫе шӑлан чечеке татса илчӗ. Ҫав хӑрани, ӑшчике пӑнтӑхтарнӑ пек туса, сывлама кансӗрлесе тӑрса, унӑн кӑкринче ӳссе кайрӗ, вара, суд кунӗ ҫитсен, амӑшӗ заседанисем пулакан зала хӑйӗн ҫурӑмӗпе мӑйне авса лартнӑ йывӑр та тӗксӗм япала пек туйӑмпа пырса кӗчӗ. — Парадне ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче ирттерме йышӑннӑ пулас? Эпир выляса ямалла вылянӑ. Ҫӗрле Яков Лукич ыйӑх тӗлӗшпе такам утса ҫӳренине, кӗҫӗн алӑк умӗнче темскер кӑштӑртатнине илтсе выртрӗ, анчах ниепле те вӑранаймарӗ. — Асту эсӗ, ытлашши ан чӑртмахлан, — тет вӑл. Тар ху вырӑнӑнтан. — Мӗн пур санӑн мухтанмалли? Эпӗр Силвио патне кайрӑмӑр. Вӑл кил хушшинче хапха ҫумне туз ҫыпӑҫтарнӑ та пуля ҫине пуля тивертсе тӑрать. Упӑшки унпа кӑмӑлсӑр пулнӑ, ун ҫине сиввӗн пӑхнӑ. — Талькав! Савнӑ тусӑм Талькав! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт, кӑшт ҫеҫ палӑракан пӑнчӑ еннелле аллине тӑсса. Пӑшалпа патронсене ҫырмари шыва путартӑм, вӗсем мана текех кирлӗ пулман… Унӑн пуҫӗнче халӗ пӗр ыйту хускалса тӑчӗ: «Ну? Капитанӑн хаярлӑхӗ тулса ҫитрӗ. — Ку-и? Миките пӗрре каҫ вырӑнаҫнӑ майӗпех ларнӑ, пӗртте тапранман, Ваҫили Андрейч ӑна икӗ хут чӗнсен те, вӑл хирӗҫ чӗнмен. Атте ӗнтӗ тумне улӑштарнӑ, ҫӑвӑнса тасалнӑ — аннеҫӗм кресли ҫумне ларнӑ та ӑна «Журнал дес Дебатс» вуласа парать; анчах аннеҫӗм ӑна тимлӗ итлемест, мана курсан эпӗ кукӗпе ӑҫта ҫӳрени ҫинчен ыйтрӗ, унтан таҫта, турӑ пӗлет такампа ҫапкаланса ҫӳренине юратмасть, тесе хушса хучӗ. Ҫакӑнта ӗнтӗ тӗлӗнмелле тӗлпулу пулчӗ. Вӑл шыв ӑсса кӗчӗ те витрине сак ҫине лартрӗ. Анчах кӗнеке вуласа ларакан Ольга ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ; кӳреннӗ Женя сада тухрӗ. Пуху хапхи умӗнче мӑшӑршаррӑн кӳлнӗ фаэтонсем тӑратчӗҫ ӗнтӗ, анчах вӗсем ӑҫтан килсе лекнине никам та пӗлмерӗ. — Курмашкӑн. Больница коридорӗнче темле лутӑрканнӑ, сехӗрленнӗ сасӑсем, урасемпе васкавлӑн кӑштӑртаттарни, йынӑшни, салхуллӑн пӑшӑлтатни илтӗнчӗ. Документсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Элен. Эпӗ каҫхине те, тепӗр кун ирхине те темӗнле салхуллӑ пултӑм. Ӑна та эсир мана хама пулӑшнӑ пекех пулӑшса тӑрӑр. — Сире мӗн кирлӗ? Каллех йӑлӑнакан, йӑваш, мӗскӗн сасӑ чӗтӗрерӗ, питех те мӗскӗнччӗ, ҫавӑнпах пулӗ, унра ҫынлӑх тенин нимӗн тӗлли-палли те ҫук пекех туйӑнчӗ. — Ак ҫакӑнта хур. Унӑн ирӗкӗнче пурӑнса, эпӗ вуникӗ ҫула кайнӑ тӗлелле вырӑсла вулама — ҫырма вӗрентӗм тата вӗшле йытӑсем ҫинчен лайӑхах пӗлекен пултӑм. Лешӗ аташма пӑрахман — пӗрмай ҫуркунне ҫинчен тата темле хӗр ҫинчен пуплесе выртать. Сарлака пит шӑммиллӗ, куҫӗсем хупӑ, уйӑх евӗр ҫӑварӗ кулать. Ун куҫӗсене ҫӑра, пӗр-пӗринпе кӑшт ҫывӑхрах, чӑн-чӑн соболь тӗслӗ куҫхаршисем илемлетеҫҫӗ). Ҫук, сэр, эпир вӗсенчен сулӑмне йӗрке мӗнле ыйтать, ҫавӑн пек илӗпӗр. Паян эпӗ пӗр хыпар илтӗм, кун хыҫҫӑн манӑн малалла кунта юлма юрас ҫук… Эпир пӗр пысӑкрах шӑтӑк ӑшӗнче ҫил варкӑштарса вӗрнине сисрӗмӗр, кунта ӗнтӗ, сывлӑш ҫителӗксӗр тесе калама ҫук. — Пурпӗрех, — ҫирӗппӗн каланӑ Фома, — эп ӑна качча илместӗп. Рада вӗсен енне пӑхса илчӗ. — Халӗ те ҫаплах шутлатӑп. Кардинал сире пехиллӗх пачӗ-и? Вӑл канӑҫлӑ пурӑнма, ире юлхавӑн анасласа кӗтсе илме, кунсерен шӑп вунӑ сехетре ҫывӑрма выртма вӗренмен. Вӑл пурӑнма васкать. — Пулӑ вӑл шурлӑхри тутӑха юратмасть, — тесе танлӑн асӑрхаттарчӗ манӑн сунарҫӑ. Ӗлӗк лайӑх вӗрентеттӗмӗр, халӗ тата лайӑхрах вӗрентсе илӗпӗр, ура тупанӗсене те киле илсе ҫитереймӗҫ». — Ҫапла, эсир кун пек тума пултаратӑр, — сиввӗн тавӑрчӗ Мигунов. Командӑран кам ҫине шанма пулӗ-ши? — терӗ вӑл. Плавни таврашӗнче ҫапӑҫусем пулман. Эпӗ яланах: хӗрарӑмшӑн кирек хӑш арҫын та тутлӑ пуль, тесе шутланӑччӗ. Робеспьер, хӑрушлӑх пур енчен те килет, вӑл пире таччӑн ҫавӑрса илнӗ. Джентльмен сехетне кӑларчӗ. Эпӗ юриех ӑна уртарса ятӑм. Унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх, тепӗр сехет те иртмелле мар, вӗсем пирӗн ҫине тапӑнмалла. Аяккинчи алӑксем патнелле ыткӑнса пырса чыхӑнаҫҫӗ, анчах пӗри те тухаймаҫҫӗ. Вӑл вӗҫкӗнленсе ӗнтӗ Гирей-хана ҫапла Гирейка тенине казаксем чухлаҫҫӗ. Джемма ун ҫине пӑхса илчӗ. — Ав пит-куҫу еплерех пулса ларнӑ, тӗкӗлтура сӑхса илнӗ тейӗн! Унсӑр пуҫне тата, эсӗ начаррине суйласа илес ҫуккине пӗлсех тӑратӑп, эсӗ ӑна хӑвӑнпа пӗрле пурӑнма панӑ пулсан, вӑл ҫавна тивӗҫлӗ пулнӑ ӗнтӗ. Апла, ваше сиятельство, эсӗр те пӗлнӗ ӑна? — терӗм. Калаҫӑва палламан ҫын та хутшӑнчӗ. — Каясчӗ кунтан, — терӗ Яков ывӑнчӑклӑн. Джемма ҫавӑнтах тенкел ҫинчен сиксе анчӗ, «браво, браво» тесе аллине хыттӑн ҫупса ӗлӗк Яго рольне вылянӑ мӗскӗн патне чупса пычӗ те старике хулпуҫҫинчен ачашшӑн лӑпкаса илчӗ. Кайран вӑл хӑйӗн хушамачӗпе ятне улӑштарнӑ: Фернандес ячӗ полицисемпе жандармсен пуҫлӑхӗсене тарӑхтарса ҫитернине вӑл аванах пӗлсе ҫитнӗ. Лось янах айне хыттӑн сӑтӑрчӗ, куҫӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Малтанлӑха ӗҫсем чӑнах та сахал пулчӗҫ. Унта каретӑра япаласем пур, пӗтӗмпех ху илсе кил вӗсене. Вӑхӑт ытла та майӗпен иртет, хӗвел те малалла лӳпперрӗн шӑвать. — Анчах вӑл хӑй малтан пуҫарса ячӗ-ҫке, чӑнах… — пӳлчӗ Анна Михайловна. Ҫывӑх ҫын ссылкӑна кайни мӗне пӗлтернине чухлатӑп эпӗ! Эпӗ пӑхатӑп та (пӗлтерӗве кӑшт маларах вуласа тухнӑччӗ эпӗ) хама хам ҫапла калатӑп: «Эхе! Ҫак вӑхӑтра, Халл Капитан пӗлнӗ пекех, ула кит океан ҫине сывлӑш ҫавӑрма хӑпарчӗ. Вӗсенчен пӗр самолёчӗ, пульӑсем варринчен касса татнипе пулас, сасартӑк сывлӑшрах ҫурмалла хуҫӑлчӗ. Пусма айӗнче тӑрса, ҫак калаҫӑва тата пуҫне вут пуленкисем ҫумне ҫапа-ҫапа чӗтресе йӗрекен Фросьӑна кура, Павка мӗн тери ҫиленсе ӳкнине сӑмахпа та каласа пама ҫук. Сасартӑк ман куҫӑм умӗнчех ӗненме ҫук ӗҫ пулса иртрӗ: атте сюртук аркинчи тусана ҫапкаласа тӑракан саламатне ҫӗклерӗ те ҫав чавса таран ҫара алӑран шартлаттарса ҫапрӗ. Мӗн тӑвас тен-ха, хӑвӑрӑн ӑру паллине карета алӑкӗсем ҫине ӳкерсе хума пултараймастӑр пулсан, ӑна кӑкӑр ҫине эрешлемелле ӗнтӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ пӑрахутсен хура трубисем, чӑшӑлтатса, купи-купипе хӗлхем сирпӗтеҫҫӗ; хӗлхемӗсем тӗттӗмре сӳнеҫҫӗ; чуллӑ ҫырана хум шӑпӑлтатса ҫапать. Унӑн пуҫне ҫавӑрмаллипех ҫавӑрса лартрӗ. Ҫук, ҫук, ҫакнашкал пылак, ҫакнашкал туйӑмлӑ ҫывӑхлӑх пурӗ те тӗлӗкре ҫеҫ пулма пултарать. Ҫапӑ-ҫура нихӑҫан та тӑшмана пулӑшман пулин те, кӗрешӗве сайра хутшӑннӑ. Унтан салтак тӳрӗ тӑрса честь пачӗ те, тухса кайрӗ. Женьӑпа Таня пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Уншӑн тӑшмана пырса ҫапакан хӑйӗн вӑйлӑ алли тата ҫӗнтернисене хӗрхенекен чӗри кӑна калаҫать. Пӑлтӑрта ура сасси илтӗнчӗ, пӗр ҫын кӑна пырать, — Аврам пырать ӗнтӗ, паллах, Огнянов алӑк патӗнче ӑна шӑппӑн кӗтсе тӑчӗ. Пӗрре тепле, хӗвел аннӑ вӑхӑтра, иккӗмӗш класри ӳсӗр пассажир, Пермьри мӑнтӑр купца, пароход хыҫнелле татӑлса анчӗ те, тапаланса хӗрлӗ ылттӑн тӗслӗ шыв ҫулӗпе ишсе карӗ. Ытти ҫынсем те. — Ҫитӗ сире, ҫитӗ, господа… — тесе чарма тытӑннӑччӗ кассир. Хула пурӑнӑҫӗ ҫӳлерех сыпӑкра тӑнине, вӑл ҫав тери хыпӑнса телейлӗ пулма ӗмӗтленнине, унӑн ӑс-тӑнӗ нимӗн умӗнче те чарӑнса тӑмасӑрах пурне те пӗлме тӑрӑшнине, унӑн тӗллевӗсемпе задачӑсем тӗрлӗ тӗслӗ пулнине эпӗ уҫҫӑнах куратӑп. Йыттисем те ҫывӑрнӑ пек выртаҫҫӗ. Аран ҫутатакан ҫӑлтӑрсен ҫуттинче тӑраннӑ лашасем пуҫӗсене усса выртнине куратӑп… «Ҫакӑр ӑна!» — терӗ Пугачев, ман ҫине пӑхмасӑрах. Табак лартса тӑвакансем ҫинчен те пӗр сӑмах та каламарӑн-и? Артамонов ҫине тӑрсах ҫак юмахӑн тӗп шухӑшне ӑнланма тӑрӑшрӗ, анчах хӗрӗ вӗрентме тӑрӑшнӑ сасӑпа калаҫнине итлеме ӑна кулӑшла тата кӳренӳллӗ пулчӗ, ҫакӑ вара ӑна ӑнланма кансӗрлерӗ. Эпир яла тавӑрӑнма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк эпир питех кӑмӑла кайман инкеке пырса тухрӑмӑр. Ҫурта тӗрлӗ ӗҫ валли тунӑ. Кунта казармӑсем те, тӗрме те, уголовнӑй суд та пулнӑ. — Ӗҫре питӗ тӑрӑшать, ӗҫлессе вара чӑн та, ытла ҫамрӑкла тытӑнчӗ ҫав. Кусем врачсемччӗ ӗнтӗ. — Алла вӗҫертӗр-ха, инке. Сурӑха вара сакӑр кӗрепенке ҫу ҫакса панӑ, вӑл ҫавна лӑстӑртаттарса ҫӳрет, шӑнасене те хӑваласа яраймасть, ҫулла хӑйне те курдюкпа ҫӳреме шӑрӑх, куршанаксем те ҫыпҫӑнса тулаҫҫӗ ун ҫумне… «Ҫук ӗнтӗ, — терӗ Вакула хӑй ӑшӗнче, — ку Чубран та кахал; лешӗ хуть, мӗнле пулсан та, кашӑкпа сыпса ҫиет, ку пур, аллине те ҫӗклесшӗн мар!» Акӑ мӗнле вӑл — ӑспа пурӑнасси! Тепӗр кунне те пӗлӗтсем ҫаплах хытӑ куҫрӗҫ-ха, анчах халь вӗсем таткаланчӑк, вӗсен хушшинчен вӑхӑтран вӑхӑта «Пилигрима», океан питне ылтӑн тӗслӗн ҫутатса, хӗвел пайӑркисем йӑлтӑртатрӗҫ. Ботинкисен тӗпӗсем хӑвӑрт-хӑвӑрт мӗкӗлтетеҫҫӗ, кӑвак жакечӗ ҫилпе вӗлтӗртетсе пырать. Вӑл вара сарай чартакӗнчи тӗттӗм чӳречерен кӗрсе ҫухалчӗ. — Ну ҫитӗ, ҫитӗ, пакӑлти. Мана вара Алексей Иваныч тесе чӗнеҫҫӗ. Анчах хӑш чухне ӑна паттӑрлӑх юхӑмӗ ҫӗклесе илнӗ, вара вӑл ун пек чух урӑхла калаҫнӑ. Ҫавӑн пекех сыхланкаласа, ҫавӑн пекех хӑраса, вӑл тепӗр утӑм каялла пусрӗ, унтан татах та татах. Ҫылӑх пур пулсассӑн! Любишкин йӗп-йӗпе ҫамкине ҫӗлӗкӗпе шӑлкалама пуҫларӗ. — Качча кайнӑ? Пурнӑҫра ун пек пулмасть, пурнӑҫра хаяртарах та ансатрах пулса иртет. Акӑ тарласа йӑлт пӑшӑхнӑ улӑп Зли-долӑ тӳпине тупӑ ҫӗклесе хӑпартрӗ те. Ҫав самантрах паҫӑрхи хулӑнрах сасӑ, халӗ ӗнтӗ пӗрре те сӑмахне вылятмасӑр, юри ӗҫ ҫинчен калаҫанҫи пулса, тӑстарса калаҫма тытӑнчӗ: — Ҫапла-а-а… — Пулма та пултарать, — терӗ Айртон, лӑпкӑ сасӑпа. Артём картишне тухса, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. Халӗ, ҫапӑҫу кӗрлевӗ кӑнтӑр еннелле куҫса кайсан, пушар ҫутисем йывӑҫ тураттисен чӗнтӗрӗ витӗр кӑшт ҫеҫ курӑнакан пулсан, ҫуллахи чечекленекен ырӑ шӑршӑллӑ вӑрманта каҫхи пур сасӑсем те илтӗнекен пулчӗҫ: уҫланкӑра каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетрӗҫ, юнашарти шурлӑхра ҫӗршер шапасем кӑшкӑрчӗҫ, анчах пуринчен те вӑйлӑрах — шӑпчӑксен юрри шӑранса тӑчӗ, вӗсен илемлӗ сассисем ытти пур сасӑсене те путарчӗҫ. Комендант, пирусне ҫӑварӑн пӗр кӗтессине шутарса лартса, пӗр листа хута ҫырса пӗтерчӗ те «Шепетовка хулин коменданчӗ» тенин айне ҫекӗл пек кукӑр-макӑр чӗркелесе алӑ пусрӗ. Чи усал пуласси тӗлне ҫитсен те, Беккин шутсӑрах вырӑнтан тӑрса унта пӗтӗмпех Альфред Темпль айӑплӑ, тесе каласси килсе кайрӗ, ҫапах та вӑл хӑйне хӑй чарчӗ те шӑп ларчӗ. «Эпӗ ҫав картинкӑна ҫурни ҫинчен Том каласа кӑтартатех пулӗ. Ҫавӑнпа та халӗ ку доверенноҫе те, ӑна параканӗ вилнӗ май, 1818 ҫулхи майӑн … мӗш кунӗнчи указ тӑрӑх пачах юрӑхсӑра тухать. Вӑл диван ҫинче хӑй ҫывӑхӗнче тутӑрне шырама тытӑнчӗ те сасартӑк пушшех хытӑ йӗрсе ячӗ. Ҫыран ҫине тухсан, матроссем ҫав самантрах ман кимме курчӗҫ. Вӗсем ӑна тимлӗн пӑхса сӑнарӗҫ, унтан вара ҫийӗнчех унӑн хуҫи ҫакӑнтах пулма кирлине чухласа илчӗҫ. Графпа графиньӑ савӑннӑ май хӑйсем мӗнле нуша курнине пӗрне-пӗри каласа пачӗҫ. Мӗн тӑвас тетӗн манпа, ҫавна ту, — куҫхаршисене пӗрсе, сасартӑк ҫапла каларӗ те вӑл хӗре икӗ аллинчен те ярса тытрӗ. Эпир пурӑнакан ҫӗр хӑвӑлӗ ҫывӑхӗнче, ту ҫинче, вӗсем купипех кӗшӗлтетеҫҫӗ. Николай Антоныч шкула ҫӳремест. Теприн, ҫар ҫыннин, пӗр вӑй ҫеҫ — ҫынсене хӗрхенес кӑмӑл ҫеҫ пур. Юрлас пулать. — Эсӗ пӑх-ха, сад мӗнле манӑн! Акӑ эпӗ тӗртсе кӑтартам сана чӗрӳ анинчен!.. — Ку вӑрҫӑ вӑл — сана хирӗҫ, Петр Ильич… Эпӗ сире икӗ пая уйӑратӑп: улттӑн мала — колоннӑна ертсе пыратӑр, улттӑн хыҫалта пулатӑр, ҫынсене каялла чакма памастӑр. Старик ывӑлӗ ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхнӑ, часах ун тӗлӗнӗвӗ савӑнӑҫпа улшӑннӑ: — Мӗнле — тата? Вӗсем илтӗни-илтӗнми сиввӗн калаҫни унӑн питне пырса тиврӗ те питҫӑмартине чӗтрентерчӗ, йӗрӗнтерсе ячӗ. Вӑл ахаль чухнехинчен те маттуртарах пӑхкаларӗ. — Эх, Голышев, эсир философ! Ҫав тери вӗҫкӗн, шукӑль ҫын ҫине пӑхма кулӑшла пекчӗ пире; эпир, ӑна курас тесе, пурте пӗр-пӗрин хыҫҫӑн картишне чупа-чупа туха пуҫларӑмӑр. — Хурт-кӑпшанкӑ, ырӑ ҫыннӑм, хурт-кӑпшанкӑ! — ҫилӗллӗн тавӑрчӗ Бенедикт пичче. — Эх, тӑванӑмсем! Выльӑхсене апат тупса парас тивӗҫлӗх ун ҫинчех выртать; анчах ку каҫхине вӑл выльӑх ямалли ҫарансене ҫав тӗрлӗ тӑрӑшса суйларӗ, ӑна Гленарван ӑшӑ кӑмӑлӗпе тав турӗ. Чӑнласах та мӗнпур экспедици ӑнӑҫлӑн вӗҫленесси хальхинче выльӑхсем тӗреклӗ пулнинчен килет. Вӗсенчен чи хӑюллӑраххи, чылай инҫере тӑраканни, ҫинҫешке сасӑпа: — Энтри пичче, кушак тирӗ эсир хатӗрлетӗр-и? — тесе ыйтрӗ. Сирӗн суя тӗнӗре хисеплемеҫҫӗ ӑна!» Ҫак шутпа вӑл зала йӑпшӑнса кӗчӗ, пӗркунне ҫавӑнтан Половцев Давыдовпа Яков Лукич калаҫнине вӑрттӑн итлесе ларнӑччӗ. Сирӗн вӑй-халӑр — ылтӑн ӳснинчен килекен пушӑ вӑй-хал, вӑл сире пӗрне-пӗри хыпса ямалли ушкӑнсене пӗрлештерет, пирӗн вӑй-хал — пӗтӗм рабочисен ӳссех пыракан туслӑхӗн чӗрӗ вӑйӗ. Чи ҫывӑх ҫулпа ертсе кай. Ку юрра пӗтерчӗҫ те пӑртаклӑха шӑпланчӗҫ. Ӳсӗрлӗх сӗрӗмӗ витӗр пурне те лӑпкӑ, шухӑшлӑ минут ҫавӑрса илчӗ. — Ҫук. Мана кӑларса яма шут туни ҫинчен эпӗ ӗнер надзирательрен пӗлтӗм те паян вара — ӗҫес те, ҫиес те килмерӗ… Зинаида ӑна таса кӑмӑлтан ырларӗ. Ҫак вырӑна пухӑнса тӑнӑ кӑмрӑк пуянлӑхӗсене пӑхкаласа тӑнӑ вӑхӑтра манӑн пуҫӑма ҫакӑн пек шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. Гек тӗрӗс калать те пулӗ тесе шухӑшлама пуҫларӗ Том, вӑл темӗн шикленсе кайрӗ. Ҫак йӗппе хыпмастӑп, сирӗн пата дачӑна урӑх ҫӳреместӗп». Тепӗр чухне вӗсем рыцарьла ӗҫсем тунӑ. Пӗррехинче республика ҫарӗнчи ялавҫӑна — Фескӑна, хӗҫсемпе касса вӗлеричченех ялавне алӑран вӗҫертменскере, чысласа пытарнӑ. — Ах, пикеҫӗм, — терӗ ыйткалакан хӗрарӑм: — мӗн тума кирлӗ мана сан тутӑру. Пӗр кӑнтӑрта ҫеҫ этем ҫутҫанталӑкпа кӗрешет те ӑна ҫӗнтерет кӑна мар, ҫутҫанталӑк та этеме ярса илет те хӑйӗн темӗнле тӗлӗнмелле законӗсемпе ертсе пырать. Елена питне хупларӗ. Ҫав хушӑра Андрей Гаврилович сывлӑхӗ сехетрен сехете тенӗ пек начарланса пычӗ. — Дмитрий Никанорович! — мӑкӑртатрӗ вӑл аран-аран. — Эх, ҫӗлен! — шӑппӑн каласа хучӗ Корчагин, картлашка тӑрӑх хуллен аннӑ май. Ҫавӑ Мустангера хӑратма кирлӗ мар пек туйӑннӑ, мӗншӗн тесен унӑн хӑй гамакӗнче выртнӑ ҫӗрте хӑрас шухӑш пулман. — Ку манӑн чаплӑ улпут пулать, — терӗ атте, Володя ҫине кӑтартса, — ку вара поэт, — хушса хучӗ вӑл, эпӗ княгиньӑн пӗчӗкҫӗ типшӗм аллине чуптунӑ чух, шухӑшпа ҫав алӑри чӗрӗ хулла, чӗрӗ хулӑ тӗлӗнчи тенкеле тата ыттисене те питӗ уҫӑмлӑн курнӑ вӑхӑтра. Кашни кун пылчӑк куҫ умне ытларах тухрӗ, пӗтӗм слободка ҫӗтӗк-ҫатӑк тум тӑхӑннӑ пек, питне ҫуман пек курӑнчӗ. Ӑсран тайӑлнӑ ҫак хулара Скайльс хӑйӗн лӑпкӑ хӑюлӑхӗпе тем те пӗре те кӗтет. — Мери тӗлӗнмелле юрлать иккен… Директор сасси куллентерех янрама тапратсанах, калаҫасси-тӑвасси йӑлтах чарӑнса ларчӗ, вӑл хӑйӗн сӑмахне вӗҫленине ачасем питӗ шӑппӑн та хытӑ тав туса кӗтсе илчӗҫ. Икӗ кун хушшинче кооператив лавкки складра ҫулталӑк ҫурӑ выртнӑ икҫӗр пӑта яхӑн тӑвара сутса пӗтерчӗ. Артамонов кӑмӑлсӑрланать: — Иккӗлле калатӑн эсӗ, тусла мар ку, ырӑ сунса мар. Ҫакӑн пек хыпар пӗлтерчӗ ҫулҫӳревҫӗсене Гаррис, — вӑл ку кайӑксен хӑтланӑшӗсене аван пӗлет пулмалла. Сивчир силленӗ яланхи вӑхӑтра ача Геркулес аллинче лӑпкӑнах ҫывӑрса пынине асӑрхасан, Дик кун ҫинчен Уэлдон миссиса каларӗ. — Кил хапхине хупма маннӑ, выльӑхна кӑларса яратӑн… — Сире хирӗҫ каварлашнӑ пекех туйӑнать, — терӗ вӑл. — Эпӗ сире ӑнланаймастӑп, — терӗ Монтанелли тӗлӗнсе, ун еннелле пӑхса. Танксенчен пӗрине ҫапӑҫура вут хыпса илнӗ пулмалла, — ҫулӑм хыпса илнипе броня ҫинчи сӑрӗ нумай тӗлтен хӑпӑна-хӑпӑна ӳкнӗ, ҫулӑм тивнипех ӗнтӗ, свастикӑн сарӑ знакӗ, тем пысӑкӑш эрешмен пек, хутланса илнӗ те ҫаплипех хытса ларнӑ. — Лайӑх хуҫа! Дик Сэнд юлашки вӑхӑтра пулакан инкексемшӗн пӑшӑрханакан Уэлдон миссиса хавхалантарма тӑрӑшрӗ. Эпӗ сулахайне ан пӑх! Ӑна эпӗ хамӑр киле илсе килесшӗн мар, — эсир унпа килӗштерсе пурӑнаймасран хӑратӑп. Ульяна Баймакова, йывӑр хурлӑхпа тулнӑ куҫӗсене ҫӗклесе, Алексей майлӑ пулчӗ. Турӑҫӑм! Чӗнӗр-ха ӑна кунта. Инкекрен хӑтартӑн. Чӑнах та, Дик Сэнд шывсиккине лекнӗ самантра ӑна икӗ хӑрушлӑх сыхласа тӑрать: шывра чыхӑнса каясси е шыв тусанӗпе сывлайми пуласси. Кире муклашкисем стена ҫумне пырса ҫапӑнчӗҫ. — Калӑр, Айртон. Кӑмӑла тивӗҫтернипе мӗншӗн хистесех ыйтма пултараймӑп эпӗ унран? Калама йывӑр: ҫакӑн пек вӑрманти чӑтлӑхра яланах каҫхи пек тӗттӗм пулать, Содрей вӑрманӗнче тӑр кӑнтӑрла та ҫутӑ мар. Эпӗ тепӗр хут куҫӑмсене уҫса пӑхсан, тӗлӗннинчен ытла аптӑрарӑм. Анчах халӗ ҫынсем — те ӑс кӗнӗ вӗсене, те тата ытларах йӑнӑшаҫҫӗ, анчах — пирӗн пек мар. — Эпӗ аскӑнлӑх пӳрӗ ӑшӗнче ҫӑрӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӗрсем ҫине пӑхнӑ чух тасалӑх енчен вӗсем мана тивӗҫлӗ-ши тесе шутланӑ. Ҫапла вара, ачан суккӑрлӑхӗ ӑна вӑй-хал енчен аталанса пыма пачах та кансӗрлемерӗ, ӑс-тӑн тӗлӗшӗпе аталанма кансӗрлесси те, май килнӗ таран, чаксах пычӗ. — Вӗсем пиллӗкӗн пӗр тӑван, — каласа пама пуҫларӗ лазутчик хӑйӗн ҫурма вырӑсла чӗлхипе, — акӑ ӗнтӗ виҫҫӗмӗш тӑванне вырӑссем вӗлерчӗҫ, иккӗшӗ анчах юлчӗҫ; вӑл джигит, паттӑр джигит, — терӗ лазутчик, чеченец ҫине кӑтартса. — Ӑҫта? — Паллӑ мар… Зеб пӑшала аяккалла ывӑтса янӑ та кӗтмен ҫӗртен хӑйне тапӑннине чарнӑ. — Кашни минутрах уйӑх тухма пултарать. Хӗрарӑмсен ачашлӑхӗ мана кирлӗ мар! Тепӗр кун ирхине Иван Иванычпа Христофор атте сывпуллашма килчӗҫ. Йӑх тӗлӗшӗнчен те, пӑхса ӳстерни енчен те мана патша таврашӗнчи ҫын пулма пӳрмен. Мана саламлаҫҫӗ Дубковпа Володя Ярти мӗнпур ҫынсене ятран пӗлеҫҫӗ, вӗсене швейцартан пуҫласа хуҫи таранах пысӑк хисепе хураҫҫӗ. Калаҫма чарӑнчӗҫ. Пӗр вуннӑн пулӗ, картишне персе кӗтӗмӗр. — Мӗн мӗншӗн, батюшка Кирила Петрович? Удупӑра мӗнле савӑнӑҫ пулнине сӑмахпа калама та йывӑр. «Мӗншӗн вилмелле ман?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ, ҫакна хирӗҫ ним калама та пултараймарӑм. Э, Назарка? — ыйтрӗ Ергушов. — Тен… Чунӑмҫӑм, ҫук… Аппӑшӗпе сывпуллашнӑ чух Николай унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ те, амӑшӗ вӗсем пӗр-пӗринпе ансат та лӑпкӑ тытнине тепӗр хут асӑрхарӗ. — Эх, пуҫланса каять ӗнтӗ асар-писер пӑтрашу, ҫӗр тӗпне анса каясшӗ! Тоня ун патнерех пычӗ те, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхкаласа, хӑвӑрттӑн калама пуҫларӗ: — Эпӗ тӗрӗссипех пӗлместӗп, анчах Павел килте ҫук пулсан, апла ӑна тытса хупнӑ. Пӗлесчӗ сирӗн, Инсаров, мӗнле тӗлӗнмелле хӗр пур вӗсен! Унӑн аслати пек хулӑн сасси ҫирӗппӗн те кӑмӑллӑн янӑрарӗ: — Эпир правленисӗрех хамӑра-хамӑр ирӗк патӑмӑр. Ҫав лайӑхраххи вӗсенче улпутлӑх пирӗннинчен сахалтараххинче мар-ши?» — Аван. «Ҫав ҫӗрҫӑтман хӗрарӑм вӗрҫӗнӗ пек тумтирех ҫӗртсе янӑ, путсӗр. Вӑл пӗрмаях мана тӑратчӗ: — Эсӗ — вула! Ҫырни ҫакӑн пек пулса тухрӗ: «Гремячири коммунистсен партин ячейкине Макар Нагульнов юлташа 3аявлени Эпӗ, Кондрат Христофоров Майданников, вӑтам хресчен, мана хамӑн мӑшӑрӑмпа тата ачам-пӑчампа, пурлӑхӑмпа та пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхӗмпе колхоза илме ыйтатӑп. Эпӗ ӑна хӗрхентӗм, — ун сӑмаххисенче темле эпӗ пӗлмен чӑнлӑх пурччӗ. Шухӑшлӑр! — Ман кабинетри портфеле тӗкӗнме мӗнле хӑйнӑ эсӗ, — пуҫларӗ пӗҫертме, мана диванлӑ пӗчӗк пӳлӗме ертсе кӗрсе. Совхоза илӗп, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ казаксене ҫӗклеме каятпӑр тесе шутланӑ, эсир вара Хӗрлӗ Ҫарӑн кадрти полкӗпе ҫапӑҫма яратӑр. Прилив тахҫанах пуҫланчӗ. Вӑл ҫинҫе пӳрнисене шатӑртаттарса илчӗ, сӗтел айӗнчи урисене тӑсрӗ, мӑйӑхне тӳрлетрӗ те Николайран:— Эсӗ-и-ха вӑл — Андрей Находка? — тесе ыйтрӗ. «Мустангер ҫеҫ», — тесе хӑй ӑшӗнче шухӑшларӗ аристократ Пойндекстер, хӑй урӑххине кӗтнипе кӑшт кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулнӑскер. Ачасем пурте ура ҫине тӑрса кӑвайт тавралла ташласа ҫавӑрӑнма тытӑннӑ. Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл хӑйӗн юлташне эпӗ тӗрлӗ проектсемпе питех те интересленекен, пурин ҫинчен те пӗлме шутласа пурне те ҫӑмӑллӑнах ӗненекен ҫын пулни ҫинчен шантарса каларӗ. «Тен вӑл ахаль кӑна юрламасть, хӑй юрӑсем хывать пулӗ? — сасартӑк вӗҫсе иртрӗ шухӑш Воропаев пуҫӗнче. Пӗр самантлӑха вӑл ҫак хӑй шухӑшласа кӑларнине ӗненсе те пӑрахнӑ пек пулчӗ, унтан кулса ячӗ, — мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармастӑн пулӗ пӗччен чух!» — Эпӗ сана питӗ, питӗ хытӑ тав тӑватӑп! Туртатчӗ мана ун патне… Тулта ҫил-тӑман вӗҫтернӗ, ҫил уланӑ, чӳрече хупписем чӗтренсе шӑлт-шалт тунӑ: пурте ӑна ырӑ мар пуласса пӗлтернӗн туйӑннӑ. Памир е Кулундин ҫеҫенхирӗ ҫинчен каласа парас пулсан, унӑн чи малтан ҫавсем пурте полк историйӗн страници пулнине аса илмелле пулнӑ. Павка ӑна туртса кӑларма ниепле те хӑяймасть. — Эпӗ питӗ йывӑр-и? Шӑна сывлӑшра ун пуҫӗ тӑрринче явӑнать иккен, — ученӑй пӗчӗк хура пӑнчӑ уйӑрса илчӗ. — Ара. Урамсем тӑрӑх комендант патрулӗсем йӗрке туса ҫӳренӗ ӗнтӗ. Исландире ҫырса хӑварнӑ документра пӑрлӑ тинӗс ҫинчен каланинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Ун чӗри кӑварланнӑҫем кӑварланса пычӗ. Актеонпа Остин, пӗрле сӑнчӑрланӑскерсем, вӗсенчен темиҫе утӑм каярах пыраҫҫӗ, вӗсене те ҫаплах асаплантараҫҫӗ. — Пӗлейместӗп, тӗресех-ши те, — ҫав лӑпкӑлӑхпах сӑмаха малалла тӑсрӑм эпӗ, — анчах буфетҫӑ сӑхсӑхсах ӑна икҫӗр ҫул тесе шантарчӗ. Палата хыҫӗнче пуртӑ сасси илтӗнсе кайрӗ. ССР Союзӗн экономикинче ҫав улшӑнусем пулнӑ майӑн пирӗн обществӑн класлӑ структури те улшӑнчӗ. — Алӑк уҫӑ, ман хам кӑмӑл туртнӑ ҫӗре каяс, мӗн шутланине тӑвас, калаҫас, кулас килет, — эпӗ вара ҫип вӗҫҫӗн ларатӑп. Лукашка хӗрсем умӗнче лӑпкӑ тӑчӗ, унӑн куҫӗсем йӑл-йӑл-йӑл кулчӗҫ, вӑл сахал калаҫрӗ, пӗрре ӳсӗр юлташӗсем ҫине, тепре хӗрсем ҫине пӑхкаласа илчӗ. — Мӗне пӗлтерет ку сӑмах? — тесе ыйтрӑм эпӗ шикленсе. Амӑшӗ, вӗсене чей ярса парса, вӗсем рабочи халӑхӑн пурнӑҫӗпе унӑн йывӑр кун-ҫулӗ ҫинчен, ҫав халӑх хушшинче чӑнлӑха пӗлтерекен шухӑшсене епле майпа хӑвӑртрах та лайӑхрах сарасси ҫинчен, унӑн кӑмӑлне хӑпартасси ҫинчен ҫав тери хӗрӳленсе калаҫнинчен тӗлӗнет. Тата тепӗр обстоятельство та пулнӑ; ку та Вудли Пойндекстерӗн кӑмӑлне килмен теме пулмасть пулӗ. — Шыв эпир кӗнӗ шӑтӑкран кӗчӗ-и? — ыйтрӗ Том. Алексей урасӑр пурнӑҫ ытти ҫынсен пурнӑҫӗнчен нумай йывӑртарах та кӑткӑсрах пулассине ӑнланса тӑчӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑй сисмесӗрех Комиссар патнелле, хӑйне темле йывӑр пулсан та чӑн-чӑн пурнӑҫпа пурӑнма пӗлекен, хӑй чирлӗ пулин те ҫынсене хӑй еннелле магнит пек туртса тӑракан ҫын патнелле туртӑнчӗ. — Эпӗ Бугуруслана, справкӑсем паракан Центральнӑй бюрона ҫырса ятӑм та, усси пулмарӗ, мӗншӗн тесен пире Татариновсем вуннӑн пур, Григорьевсем ҫӗрӗн, тесе ҫырса пӗлтерчӗҫ. Эсир шалт сӑнран ӳкнӗ! Корчагин темиҫе секунда хушши тӑн илеймесӗр тӑчӗ. Вӑл ури ҫине тӑрса, ҫаннисене антарнӑ та, курткине тӑхӑннӑ. Эпӗ ун ҫине ҫаврӑнса пӑхсанах, вӑл пӗр икӗ утӑм айккинерех вӗҫсе кайрӗ, вӑрман чавкапуҫӗн шура тӗслӗ шаннӑ чечекӗ тӗлӗнче явӑнкаларӗ те ун ҫине ларчӗ. Санин ӑна каласа пӗтерме памарӗ… — Эпир ҫапла ӗҫлетпӗр те, Нестеренко юлташ, — ӗнентерчӗ Давыдов. Пурте кӑнтӑрлахи пекех яр уҫҫӑн паллӑ. Юргин сиксе тӑчӗ те хуллен ҫеҫ:— Пурте окопсене! — терӗ. Аяла анса, вӑл хунар тытрӗ те йӑван улахрах шӑтӑк-ҫурӑкӗсене пӑхса тухрӗ. Ан та калӑр, эсир ун пирки йышӑнмасса пӗлетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен Грушницкие персе вӗлернӗ (вӑл сӑхсӑхса илчӗ). Хурахсем ҫӗмрӗк пӑрахут ҫинче пухнӑ япаласене эпир ҫур кимӗ тултарсаччӗ ӗнтӗ. Агитколонна командирӗ Кондратько Гремячий Лог хуторне хӑварнӑ виҫӗ ҫынран тӑракан бригада, вӑрлӑх фончӗ пуҫтарма тытӑнчӗ. Праҫниксем умӗн кӑшт малтанрах ман куҫ хупанкисем шутсӑр шыҫса карӗҫ те, куҫсем йӑлтах хупӑнса ларчӗҫ, хуҫасем эпӗ суккӑр пуласран хӑраса ӳкрӗҫ, эпӗ хам та хӑраса ӳкрӗм. Чи малтанах, ҫакна астӑвӑр, — веллингтонсем ӳсеҫҫӗ. — Вӑт ҫавна илсе кил те ман валли. Сӑнран палламастӑп, хӗрарӑм кунта нумай пулмасть килнӗ пуль, мӗншӗн тесен хулари ҫынсене эпӗ пурне те паллатӑп. Мӗншӗнне пӗлейместӗп, анчах та ҫак ҫӗнӗ ӗҫ мана ҫав тери савӑнтарса пӑрахрӗ. Э, ҫук! Ирхине ӑна Давыдов хӑй патне чӗнтерчӗ; алӑкне ҫаклатса лартрӗ те, куҫӗсене ҫӗклемесӗрех:— Эсӗ мӗн капла?.. — тесе ыйтрӗ. — Хӑҫан сире татӑклӑ ответ памалла? — Мӗншӗн эсӗ ӑна ун пек хыттӑн каласа хӑваласа ятӑм? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. — Мӗнех, ҫапӑҫӑпӑр вара, — терӗ юлташӗ пекех дю-Буабертло та. Халӗ те пӗтӗмпех ман куҫ умӗнчен каймасть, тӗлӗкре те миҫе хут курӑнчӗ. Урӑх манран нимӗн те ыйтмарӗҫ. Куракансем ҫӳҫенчӗҫ, тӗлӗнчӗҫ. Николай тӗксӗм метала пӳрнисемпе сӑтӑрса пӑхрӗ, унтан пӳрнине сӑмси патне илсе пырса, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — А эсир, Айртон, — терӗ, юлашкинчен, Элен матроса, — эсир мӗн тума сӗнетӗр? — Ҫапла! Тӑшман вӑйӗсем ӑна пӗтерсе хучӗҫ пулмалла. Кун пек пысӑк метеорсене болидсем тесе ят панӑ. Анчах Машӑн хуйхине пурлӑх пусарма пултарайман; вӑл мӗскӗн Прасковия Петровнӑран, хӑйӗн чӗререн хуйхӑракан амӑшӗнчен, нихӑҫан та уйрӑлмастӑп тесе тупа тунӑ, вара иккӗшӗ те хуйхӑ ҫинчен аса илтерекен Ненарадовӑран тухса … поместйине пурӑнма куҫнӑ. Мӗн чухлӗ вут-хӗм ҫав этемре! Унпа пирӗн пурнӑҫ мар, вӑйӑ-кулӑ пулнӑ! — Юрӗ… — Шел, — терӗ Гаррис куляннӑ пек пулса, — телейсӗр амӑшӗ! Хастар Динго! Марс ҫинче мӗнле температура? Ҫапла ӗнтӗ, савӑнӑр — пирӗн корпус ыттисенчен малта юлчӗ! Никама та нимӗн те пӗлтерме кирлӗ мар. Пире сан пеккисем кирлӗ. Вӑл лутраланса, ырханланса кайнӑ. Ку вӑл — процедурӑсем тӑвакан сехет пулнӑ, палатӑра виҫҫӗн кӑна юлнӑ; Степан Ивановича ним чӗнмесӗр сӑнаса выртакан Комиссар, тата епле пулсан та ҫывӑрса кайма тӑрӑшакан Мересьев. Чунӑмҫӑм! — Мӗскер пулса тӑчӗ вӗсемпе! Ларӑр, Алексей Вениаминович. Кухня килсе ҫитрӗ. Аркашкӑна пӗр сӑмах каламасӑр, вӑл каллех Бесхлебнов патне кайрӗ. Палламан ҫын плащ тӑхӑннӑ, пилӗкне виҫӗ тӗслӗ пиҫиххи ҫыхнӑ. Унӑн ҫумӗнче икӗ пистолет тата хӗҫ пур. Инҫетре хум ҫапни илтӗнни тата шучӗ ҫук хурт кӑпшанкӑсем сӗрлени ҫеҫ шӑплӑха пӑсса тӑраҫҫӗ. Хӑрӑмпа тулнӑ сывлӑшра темле хаваслӑ, хӑюллӑ варкӑш выляса тӑни сисӗнет. Ку ҫын колхоза питӗ пысӑк усӑ пама пултараканскер, факт!» — шухӑшласа пычӗ вӑл ял Советнелле утнӑ май. Петлюра старшинисем ӑшӑпа хӗрелсе кайнӑ хӗрарӑмсемпе ура хуҫса гопак ташлаҫҫӗ, йывӑр урисемпе тапнипе кивӗ театрӑн стенисем чӗтресе ҫеҫ тӑраҫҫӗ. — Нимех те пӗлместӗп те — мӗн ҫинчен калаҫас ман! — ытахаллӗн ҫеҫ ответленӗ Фома. — Ҫапла тӑвасшӑнччӗ ҫав! Ну, мӗн ӗҫпе килтӗн-ха? — Тӑваттӑ илмеллеччӗ те, анчах эпӗ, ухмах, васкарӑм, — тесе мӑкӑртатса илчӗ тачки. Эпӗ хӑратни мӗнле те пулин усӑ панине нихӑҫан та курман. Анне каҫхи апата чӗнет, — кӑшкӑрчӗ казаксем патне чупса пырса Марьянкӑн шӑллӗ. Николай Петрович хӑйӗн ывӑлӗнчен ытларах хумханнӑн туйӑнать; вӑл кӑштах ҫухалса кайнӑ пек те, именӗ пек те пулчӗ. Анчах эпӗ кун пирки те шарламарӑм. Мӗн эсир ухмаха тухрӑр-и мӗн? Ҫак планета ҫинчи шкул ачисене унӑн географине вӗренме мӗнле йывӑр пулнӑ пулӗччӗ-ши! Канса, киленсе пӑхса ларатпӑр, пурте пӗр-пӗрине ӑшшӑнтарах пӑхатпӑр; шывӗ ҫинче сивӗ ҫил вӗрет, ҫыран хӗрринче — ӑшӑ, тутлӑ шӑршӑ кӗрет! «Хӗрлӗ пиҫиххи» текен ушкӑнпа-и? Вырсарникун, июнӗн 7-мӗшӗ. — Ӳкерӗ-ха, шуйттан! Курсамӑр, унӑн киккирикӗ чалӑшса кайнӑ та ӗнтӗ. Алвиш! — кӑшкӑрчӗҫ салтаксемпе туземецсем, площаде кӗпӗрленсе тухса. Анчах Том савӑннипе йӑл-ял кулкалать, чарӑнайми калаҫать, Салли аппа, ҫиллине тытса чараймасӑр, унӑн сӑмахне час-час пӳлет, вара вӗсем иккӗшӗ те, пӳрт тӑрринчи кушаксем пек, пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫухӑрма тапратаҫҫӗ. — Ну юрӗ, — терӗ юлашкинчен Салли аппа, — савӑн чуну каниччен, анчах асту, енчен эсӗ татах ун патне пӗрре те пулин сӑмсуна чикетӗн пулсан… Ҫавӑнпа ҫул кӗскелмест. Сирӗн вырӑнта эпӗ Аргентина республикин пампи патне ҫывхарма тӑрӑшман пулӑттӑм. Алӑкран хуллен, асӑрханса шаккарӗҫ, амӑшӗ хӑвӑрт чупса пырса ҫаклатнине уҫрӗ, вара пӳрте Сашенька кӗрсе тӑчӗ. Тата темиҫе пукан, кӗпе-йӗм хумалли комод, ун ҫинче — пӗчӗк тӗкӗр, тумтир арчи, стена ҫинче сехет, кӗтесре икӗ турӑш пур — пӗтӗмпе те — ҫаксем кӑна. Ну, мӗн каласа савӑнтаран мана? — Вӑл темиҫе эрне те тӑсӑлма пултарать вӗт. Халӗ вӑл пӗлчӗ: нимӗҫ пӗчченех, ҫавӑнпа ҫӑлӑнма та май пур; сыхлануллӑн та сасартӑк сиксе тӑрса ӑна карланкинчен ярса илмелле, вара, пӑшалпа аппаланса тӑмасӑр, ҫапӑҫма тытӑнмалла — кам кама… Кил хуҫи арӑмӗ пырать пек-и? Анюта шӑпах ҫакӑн пек ҫуртра пурӑннӑ. Ту хысакӗсем кунта ытла чӑнкӑ та тикӗс мар. Ҫанталӑк уярта пуҫларӗ, пӗлӗтсен хушшинче тӗллӗн-паллӑн кӑвак тӳпе курӑнма тытӑнчӗ. — Шухӑшласа пӑх-ха, — терӗ вӑл хӑйне, хӑйне анчах мар, ун сӑмахне хӑлхана чикмен Уэлдон миссиса та, — шухӑшла-ха, ку вӑл хытӑ ҫунатлӑ, вӑрӑм ҫӑм ураллӑ, вӗҫлеке, пӗрлешсе ӳснӗ ҫи-ҫунатлӑ, пысӑк янахлӑ мантикорӑсен ҫӗр-шывӗ, вӗсенчен чи лайӑххи, паллах, мӑкӑрӑлчӑклӑ мантикора. Ҫавӑнпа та эпӗ мӑнаҫланса мухтанма юратакан ҫынсене хамӑн куҫ умне курӑнма та хушмастӑп. Унтан ӑна асӑрхаса илме пултараҫҫӗ, анчах вӑл хӑй те йӗри-таврана курма пултарать. «Ҫурта сахал, ҫавӑнпа кухньӑна кӗрсе ҫурта ытларах илсе тухмалла», — терӗ Том. Уэсли Фокс ача ҫине пӑхнӑ, анчах вӑл ачан пуҫне кӑна курнӑ, мӗншӗн тесен ачан алли-урисене ҫемҫе материрен тунӑ вӑрӑм свивальникпе чӗркесе, сӑпка вырӑнне тунӑ хӑма ҫумне ҫыхса лартнӑ пулнӑ. Эсир чирленӗччӗ-и? Ох, мӗнле начарланса кайнӑ эсир, ман пепкеҫӗм. — Ҫӗн хыпарсем ҫук-и? Урӑх ним те пулман. Ҫичӗ сехетре каҫпа горизонтра Австралин ҫыранӗсем пытанчӗҫ, тата темиҫе минутран Эдем маякӗ те куҫран ҫухалчӗ. — Э! эсир! — терӗ вӑл, хаяр кулӑпа ялкӑшса. Сывӑ пулӑр… Ҫумӑр вӗт ала витӗр юхнӑ пек ҫӑвать, унӑн сивӗ тумламӗсем ӳт патнех ҫитеҫҫӗ. Ҫав вӑхӑталла Том мӗн курнисем ҫинчен Гек валлиецран тата тӑлӑх арӑм Дугласран тӗпӗ-йӗрӗпех илтнӗ. Анчах, Том сӑмахӗ тӑрӑх, вӗсем ӑна пӗр япала ҫинчен, унӑн ҫывӑх тусӗ ҫинчен каласа паман, унӑн хӑйӗн тусӗпе ҫавӑн ҫинчен калаҫса пӑхас килнӗ. Ху — акӑш-макӑш хӗрарӑм, ҫапах пурнӑҫ тутине нимӗн чул та туймастӑн, — айван! Ҫакӑншӑн вара ӑна ачасем яланах йӗкӗлтетчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах запорожецсем, хула тавра хӑйсен ураписене икӗ рет лартса тухрӗҫ те, Сечьри пекех куреньсемпе вырӑнаҫрӗҫ. Вӗсем хӑйсен чӗлӗмӗсене туртаҫҫӗ, ҫапӑҫура тупнӑ хӗҫпӑшалӗсене улӑштараҫҫӗ, картла тата пӗр-пӗрин урлӑ черетлӗн сикмелле выляҫҫӗ, хула ҫине вара ним пулман пекех пӑха-пӑха илеҫҫӗ. Пӗр лавккаран кӑна сӑмах-юмах илтӗнкелерӗ. — Тилӗсем. Пире ҫул тупса параканӗ темле, теме систернӗн, куҫне хӗссе илчӗ те юптарса сӑмахлама тытӑнчӗ: — Пахчара вӗҫсе ҫӳрерӗм, кантӑр пуҫӗ шӗкӗлчерӗм, асанне чулпа печӗ — лектереймерӗ. — Мӗнле апла? Ҫавӑнтах хӑйӗнчен хӑй вӑтанчӗ те. Халӗ ӗнтӗ эсӗ мана тата ҫак икӗ дамӑна хӑв вӗреннисенчен мӗн те пулин каласа пама килӗшмӗн-ши? Эпӗ эсӗ килӗшессине пӗлетеп, мӗншӗн тесен эпир вӗренме юратакан ачасемпе мухтанатпӑр. Пурте стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан портрет ҫинчи сарлака ҫамкаллӑ моряк ҫинчен калаҫаҫҫӗ… Сахалтарах пӗлсен — лайӑхрах ҫывӑратӑн тени мӗнрен тӗрӗс мар? Хӑмпӑпа ҫапакан тарҫӑсем ӑна пур майпа та хавхалантарчӗҫ пулин те, эпӗ каласа панисене вӑл чӗрене хумасӑр йӗрӗнсе итлесе ларчӗ. Кашни ҫынниех хӗҫпӑшал тытать. Мӗнле те пулсан ҫавнашкал тӗрлӗ япалана вулама пуҫласан, авӑ мӗнле пулса тӑратӑп эпӗ! Стой, ачасем!.. Кам пӗлет ӗнтӗ, ку ӗмӗтсем мӗн таран пурнӑҫа кӗрессине! Туслӑхшӑн, тӑванлӑхшӑн, юратушӑн, таса та тивлетлӗ ӗҫсемшӗн чунӑм ҫуннине кам килсе лӑплантарӗ? Хӗвелӗн ӑшӑ ҫупӑрлавне тахӑшӗ хӑвӑрттӑн вӗлкӗштерсе сирет те, ҫил касси вара хӑлхара янӑраса, питҫӑмартисене, тӑнлавсене тата пуҫа ӗнсе патне ҫитиех ҫупӑрласа, ачана хӑй курма пултарайман таҫти тӗнчене ҫӗклесе каясла ун тавра явӑнать, мӗн-пур ӑс-тӑнне сиресле, ҫӗр ҫинче мӗн пурне мантарасла чечен ачашлӑхпа вӗртерет. Ыталанса илтӗмӗр те пӗрне пӗри куҫран пӑхрӑмӑр, татах ыталантӑмӑр. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хуллен ҫеҫ йывӑҫ ҫумне таянса тӑчӗ те, вырӑнтан тапранас мар, терӗ. Мистер Бетс ман шухӑша ырларӗ те, мана хӑй патне сывалма ҫӳрекен хӑшпӗр ҫынсемпе паллаштарчӗ. — Ну, мӗнех-ха апла, ку ҫакнашкал ӗҫ: кирек мӗнле пӑркалансан та, вӑхӑт ҫитсен авланассинчен пӑрӑнаймӑн, урӑхла каласан, сӑмах арҫынсем ҫинчен пырать, — терӗ старик тарӑн шухӑшлӑн. — Паллах, нервисем унӑн… Вӑхӑчӗ ҫавнашкал халь. — Мӗншӗн-ха мӑшӑрӑрпа пӗрле мар эсир? Пӳрнӳпе эсӗ, чышкупа мар, сысна пичӗ! Мӑйракаллӑ шултра тата вакӑ выльӑха та, ҫавнашкалах сыснасем те илетпӗр, кайӑк-кӗшӗкпе халлӗхе интересленместпӗр. Анчах уйрӑм минутсем, этем пӗлмен минутсем пур… Вӑл калама чарӑнчӗ, эпӗ асӑрхарӑм, унӑн ҫутӑлса тӑракан пичӗ сасартӑк пӗлӗтпе хупланнӑ евӗр тӗксӗмленчӗ. — Наставлени хушнисене кӑна кӑтартӑр. Сире кунта Таса эрнери камит мар. — У!.. Санран ыйтатӑп эпӗ, кам санӑн полк командирӗ? Пӗтӗмпех темле тӗсе кайса, шанса пӗтнӗскер, вӑл пӗрмаях кӗтессене пытанса ҫӳретчӗ, унтан пӗчӗк куҫӗсемпе йӑлтӑртаттарса пӑхкалатчӗ. Халь ӗнтӗ вӗсем нимӗн хӗрхенсе тӑмасӑр Америка ҫӗрне пӑрахса хӑварма пултараҫҫӗ, шухӑшӗпе вӗсем ӑна хӑварнӑ та. Иртсе ҫӳрен тӗлӗнсе кайрӗ, чарӑнса тӑчӗ, Марья Николаевна вара ахӑлтатса кулса ячӗ те лашине сиккипе чуптарчӗ. — Епле пӗлместӗн ӗнтӗ? «Кашни автан хӑй ушкӑнӗнче авӑтать». Чӳрече кантӑкӗсене тин тухакан хӗвелӗн ӑшӑ пайӑркисем тӗртӗнсе тӑраҫҫӗ. Саша! — терӗ вӑл йӑлӑнса-тархасласа. Хохол ав епле асапланать вӗсемпе. — Ҫук, Уэлдон миссис… ман пӗччен каймалла, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. — Ман ывӑл чӑмса пӑхтӑр. Ун вӑрварлӑхне шанма пултаратӑр. Хӳмен хӗвеланӑҫ енчи хӗррине уйӑх ҫутатать. «Ларӑр ӗнтӗ, ларӑр! Вӑл Халл капитан кашни кун ҫӑлтӑрсен ҫӳллӗшне виҫекен секстан ятлӑ прибора тыткалама вӗреннӗ пулӗччӗ. Ах, эсӗ, хӑрама пӗлменскер, канлӗх пӗлмесӗр ҫӗрле ҫӳрекенскер, э? Джон Трелони. Post scriptum. Сире пӗлтерме маннӑ, сӑмах майӗпе каласан, эпир август уйӑхӗ тӗлне таврӑнаймасан, Блэндли пире пулӑшма тепӗр карап яма пулчӗ, пирӗн валли питӗ лайӑх капитан тупрӗ. Ку капитан чаплӑ ҫын, анчах, шеллес пулать, шуйттан пек, тӳрккес ҫын. Халичченхи пекех чирлисене кунта ҫак вӑхӑтра чи малта тӑракан наука пӗлӗвӗн пур майӗсемпе те усӑ курса эмелленӗ. «Гретхен портӗнчен» ишсе тухнӑранпа эпир мӗн пурӗ 1100 километр ытларах кайнӑ, халӗ Исландирен 270.0 километрта Англи айӗнче пыратпӑр. — Ах, ав епле? — тӑрӑхласа, ҫӗнтернӗ ҫын сассипе каларӗ Артамонов. — Чимӗр-ха. Каҫхине килеп эпӗ, хам чӑматана илсе килетӗп, эсӗ, Варвара, хатӗрлен. Хӑҫан? Доктор повар пулчӗ, мана алӑк патне часовой пулма тӑратрӗҫ, капитан хӑй пӗрин патӗнчен теприн патне утса ҫӳрет, пурне те хавхалантарать, пурне те пулӑшать. — Халӗ ӗнтӗ кӗсменсем ҫине питех ан уртӑн. Манӑн! Шӗпӗнсене пӗтермешкӗн. Лаша хӑй йӗнерӗ ҫинче юнланса тавӑрӑнни ҫеҫ? Сӗтел ҫине сӑмавар пырса лартнӑ. Гаврила Гаврилович Мария Гавриловна сывлӑхӗ ҫинчен тата вӑл мӗнле ҫывӑрни ҫинчен хӗрачана пӗлсе килме хушнӑ. Анчах Марьяна, тӳрелккине сӗтел ҫине лартсанах, каллех кӑмака ҫине сиксе хӑпарчӗ те, Оленин унӑн куҫӗсене ҫеҫ туйса тӑчӗ. «Паян мана вӗлереҫҫех пулмалла, — шухӑшларӗ штабс-капитан, — сисетӗп эпӗ. Ӑнланатӑн-и? — Сутмастӑр-и? — куҫарчӗ тухтӑр. — Кунтискер вӑл, унӑн! Ҫак шыв юпи пӗчченех шавласа тӑрать, ун тавра тӗтӗм те мӑкӑрланса хӑпарни курӑнмасть, вӗри ҫӑлсем те палкаса тухмаҫҫӗ, мӗнпур вулкан вӑй-хӑвачӗ пӗр гейзера пухӑнса тӑнӑ. Пиза хулинчи духовнӑй семинари библиотекинче Артур купипех выртакан проповедьсен алҫырӑвӗсене пӑхса ларать. — Да, муталанмалӑх ӗҫ тупса пачӗҫ, шуйттансем, — тесе тавӑрчӗ вӑл хыттӑнах хӑйӗн шухӑшне хирӗҫ. Ррр… рр… Вӑрман каснӑ пек туйӑнать: ҫынсем, касса янӑ йывӑҫсем евӗр, пӗрин ҫине тепри тӳнсе каяҫҫӗ. Ярӑнмалли тӑвайкки тавра чӑрӑш лартнӑ, площадка тавра та пӗчӗк чӑрӑшсем пур. Вунтӑхӑр ҫул хушши ССР Союзӗ маяк пек тӑрать, пӗтӗм тӗнчери рабочи класа ирӗке тухма ҫулӑмлантарать, рабочи класӑн тӑшманӗсене уртарать. Ку плаката ӗнтӗ эпӗ ҫырнӑ — пӗлӗт ҫинче яраплан вӗҫет, ун айне: «Ҫамрӑксем, ОДВФ-на кӗрер!» тесе ҫырнӑ. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпӗ анне виличченех ун патӗнчен ниҫта та пӑрӑнмарӑм. Кӑна ҫынсем шухӑшласа кӑларнӑ-и, вӑл тӗшмӗшпе каланӑ сӑмах е юриех сарнӑ усал хыпар пулнӑ-и — ку тарана ҫитсе те паллӑ мар. Арӑмӗ «Пилигрим» караппа таврӑнма шут тытнине вӑл пӗлмерӗ, паллах, пӗр-пӗр океан пӑрахучӗпе килет тесе шутларӗ ӗнтӗ. Вара мана хӑвӑрт ҫӳрекен пӗчӗк приказчик аллине, хитре те йӑлӑхтаракан сӑн-питлӗ ҫамрӑк каччӑ аллине пачӗ. Кирпӗч айӗнчен хӗсӗнкелесе тухсан, Бульба виҫе жид хӗрсех калаҫса тӑнине курчӗ. Ҫирӗммӗш ҫулта ҫеҫ эпӗ винтовка тытрӑм. — Мӗн пулнӑ вара? — ыйтрӗ Марийка. Вӑл ҫухалнӑ. Ун ҫийӗнче кӑвак йӗм, кӗпе, черкеска, пӑшалпа кинжал, вӗсене ҫурӑм ҫине ҫыхса хунӑ. — Ваше превосходительство, ман шутпа венски кӳмерен лайӑх кӳме ҫук пек, — сӑмах хушрӗ полковник. — Кунтан инҫе те мар юлташӑм пур манӑн. Офицер вара тем ҫинчен хӑвӑрт та хаяррӑн калама тытӑнчӗ, анчах унӑн сӑмахӗсем амӑшӗ тавра ӑна пырса тивеймесӗрех янӑрарӗҫ. — Таврӑнать-ха вӑл, — тенӗ хӗрарӑмсем ӑна йӑпатса. Пӑхаттӑм та улпутсен тутӑ та илемлӗ тумланнӑ ывӑлӗсем ҫине, чун тӑвӑлса килетчӗ. Кирлӗ майсем йышӑнӑр. — Пӑрах эсӗ сӳпӗлтетме! Эсӗ мана ухмах вырӑнне хуратӑн-им? Ҫапах Рада пек телейли никам та пулаймасть пуль. — Ачам, пире мӗн те пулин ҫикелемелли пар-ха. Хутаҫӑнта мӗн пур санӑн? Ӑна пӗр вӑхӑтрах пур ҫӗрте те кӗтеҫҫӗ, вӑл пур ҫӗрте те кирлӗ. Бирюк ҫӗкленчӗ. Атӑл ҫийӗпе ҫил шӑхӑрчӗ, тул ҫутӑлас умӗнхи кӑвак тӗтрере ҫурри ҫарамас, йӗпе ҫынсем ывӑнма пӗлмесӗр ыткӑнса ҫӳрерӗҫ; вӗсем хӑйсен вӑйӗпе, хӑйсен ӗҫӗпе киленсе, савӑнса кӑшкӑрашрӗҫ, кулчӗҫ. Ӗҫсем, обществӑлла отношенисем, сывлӑх, искусствӑсем, ачасен сывлӑхӗ, вӗсене пӑхса-вӗрентсе ӳстересси. «Сывӑ пул, Марья Ивановна, юратнӑ кӑвакарчӑнӑм! Сывӑ пулӑр, Петр Андреич, пирӗн ӑмӑрткайӑкӑмӑр! — Ял сана тата! Ухмаха ернӗ ҫын та мар, идиот эсӗ. Унта пулнисенчен никам та пӗр сӑмах чӗнмерӗ, анчах Дубцов мӗн каланине вӗсенчен кашнех хӑйне майлӑ йышӑнчӗҫ: суккӑртарах счетовод, черетлӗ сводка ҫине пӑхма пӑрахса, тӗлӗннипе куҫлӑхне ҫамки ҫине улӑхтарса лартрӗ, куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр, Дубцов ҫине ним шутлама аптранӑ пек пӑхрӗ; — Мӗн тума пултарайӑп-ха эпӗ? — йӳҫӗк аптӑравлӑхпа ыйтрӗ вӑл. Лере, пирӗн патра, уретник выртать, пуҫ ҫӗклейми ӳсӗр, хӑй татах эрех ыйтать. Юлашкинчен храмӑн тӗп мӑчавӑрӗ те тухнӑ, — пуҫӗ ҫине тиара лартнӑ, хулпуҫҫийӗсем урлӑ тигр тирӗ уртнӑ, шаккал хӳрисемпе эрешленӗ парча саппунлӑ ҫӗр ҫулхи старик. Вӑл трап тӑрӑх капитан кӗперӗ ҫине хӑпарчӗ, унтан сулкаланса каллех палуба ҫине, яхта пуҫне пычӗ, унта канат йӑлли ҫине такӑнчӗ те, кайса ӳкесрен хӑраса, темӗнле кантӑраран ярса тытрӗ. Пурне те пулмасан та — ҫакна пӗрне те пулин ҫаклататпӑрах. Е, Юпитерпа Сатурнран ытла та ҫывӑхран иртсе пынине пула, вӑл хӑй орбитине улӑштарма пултарать. Йӗпеннӗ урам шӑнатчӗ пулин те, шинелӗм хулпуҫҫинчен сирӗлсе кайнӑччӗ пулин те, ҫак тӗлӗкпе уйрӑлмашкӑн маншӑн питӗ хӑрушӑччӗ. Вӑрлӑх хатӗрлес ӗҫе каярахпа тытӑнсан та ӗлкӗрӗпӗр-ха. Йытӑсем чиркӳре чупса ҫӳрени Эпӗ сире вӗрентӗп ак…» — тесе хурать. Анчах статьи те — унӑнах! Амӑшӗ, ассӑн сывласа илсе, пӗчӗк тӑвӑр пӳлӗме шиклӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ӑна йывӑр фургона вӑкӑрсем мекӗрленсе сӗтӗрсе пынинчен те туйса илетӗн. Гриша хускалмасть; темле йывӑррӑн сывлать; курман куҫӗнчен сӑрхӑнса тухнӑ куҫҫуль тумламӗ уйӑх ҫутинче йӑлтӑрать: — Санӑн ирӗкӳ! — халиччен никамран илтмен сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк, ҫамкипе урайне ӳкрӗ те пӗчӗк ача пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. — Мӗнле санӑн ҫав жид ачипе туслашас килет-ха, — йӗрӗнсе каларӗ Наталья ывӑлне. — Ҫук-ҫке! — терӗ хохол, пӳлӗмрен пуҫне кӑларса пӑхса. — Хушӑр, Сэнд капитан, — терӗ Том, — эпир хатӗр! Корчагин, туя ҫине тайӑнса, тӑчӗ. Тулли сасӑллӑ стихсем хӑйсем мӗн ҫинчен каланине пурне те праҫник чухнехи пек илемлетсе, тӗлӗнмелле ҫӑмӑл та асра тӑрса юлатчӗҫ; ҫавӑ мана телейлӗ, ман пурӑнӑҫа ҫӑмӑл та лайӑх пек туса хуратчӗ, стихсем, ҫӗнӗ пурӑнӑҫ ҫинчен систерекен чан сасси пек янӑратчӗҫ. «Аха, ӑнлантӑм, — шухӑшларӑм эпӗ каллех, — Николай Антоныч мана сан урлӑ чӗнсе янӑ иккен, ҫав ӗҫ пирки калаҫасшӑн ӗнтӗ. — Тарласа кайнӑ пичӗ те, куҫӗ-пуҫӗ те унӑн пӗр шухӑшпа кӑна ҫунса тӑрать. Эсӗ кӗнекесем вуласа курман вӗт — ӑҫтан ун пек калама пултаратӑн? — Эсӗ, Якку пичче, акӑ мӗн… Ярцев хӑй умӗнче тӑракан боецсем ҫине пӑхса илчӗ. Мана хама илсессӗн, калас пулать: эпӗ хысна ӗҫӗпе ҫӳрекен мӗнле те пулин 6-мӗш класлӑ чиновникпе калаҫиччен, станцӑ пуҫлӑхӗпе калаҫма ытларах юрататӑп. Паллах ӗнтӗ сирӗн Рима каймалла, унта лайӑхрах канса ыйхӑсӑр аптӑранинчен тата пуҫ ыратнинчен сывалмалла. Машинӑсемпе тупасем тата повозкӑсем умлӑ-хыҫлӑн ансӑр кӗпер ҫийӗпе Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫ еннелле кӗмсӗртеттерсе каҫаҫҫӗ, унта тин вара, ирӗке сиссе, тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланса каяҫҫӗ. — Ултӑ ҫул аслӑрах. — Ну, сана итлесе пӗтереймӗн! — терӗ Лукашка. Ҫӳлте асӑннисем ҫумне отставкӑна тухнӑ театральнӑй капельдинерсене, титулярнӑй советниксене, куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, тутисем шыҫса кайнӑ ҫынсене хушма юрать. Йӗпхӳ пӗрӗхет, вӑхӑчӗпе ҫав вӗтӗ йӗпхӳ шыв ҫийӗпе пӗр чӳхенмесӗр тӑракан тӗтре пек курӑнать. Ҫамрӑк господинсем авалхи йӗркесене юратмаҫҫӗ: эпӗ вӗсене мухтатӑп… Счетовод куҫлӑхне хыврӗ, хӑлхи хыҫне кӑранташпа хыҫса илчӗ. — «Ӑнлантӑм, — тетӗп, — ваше высокоблагородие». Яковпа лавҫӑсем (эпир хамӑрӑннисемпе каятпӑр) ҫӗлӗкӗсене хываҫҫӗ те сӑхсӑхаҫҫӗ. Мӗнле кӗнеке-ши вӑл? Кашни хӗрачах, кашни арҫын ачах хӑйӗн ӑссӗн чухлама хӑтланнӑ, анчах чухласа хӑтланассисем тӗрлӗрен пулнӑ, ҫавӑнпа чӑннине пӗлме май та килмен. Трюмсене анса, хӗрарӑмсем михӗсене тырӑ тултарнӑ, арҫынсем ҫав михӗсене ҫурӑм ҫине тиесе, сарнӑ каҫмасем тӑрӑх ҫыран хӗррине чупа-чупа тухнӑ. Вара — ҫыран хӗрринчен ял еннелле тахҫан кӗтсе тӑнӑ тырӑллӑ лавсем майӗпен куҫа пуҫланӑ. — Тен, ҫапах та кӳршӗсенчен кама та пулин пӗлтермелле. Кӗркунне, хӗлле вулли вутӑ хатӗрлене чухне, пиҫиххисем хушшине пуртӑсемпе кантрасем чиксе вӑрмана темиҫе те ҫетке ҫын тухса каятчӗҫ. «Сӑвӑ ҫырасси уншӑн пӗрре сурасси кӑначчӗ, — тет Бак. Авалхи йӑлана пӑхӑнса, ашшӗ-амӑшсем кӑштах туртӑнкаласа тӑма хӑтланчӗҫ, анчах Андрей, каллех табак туртса ярса, вӗсен сӑмахне татӑклӑн пӳлсе хучӗ: — Эпӗ сирӗнтен хулӑм укҫи те, нимӗн те илместӗп, манран вара мӗн илме пултарӑр-ши? Ҫул ҫинче Мьюноди мана фермерсем хӑйсен ҫӗрӗсене тӗрлӗ майсемпе ӗҫлесе ҫемҫетни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл каласа панисем пурте маншӑн ӑнланмалла мар пек туйӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ, хӑшпӗр вырӑнсене шута илмесен, ҫул ҫинче пӗр пучах та, пӗр курӑк таврашӗ те тӗл пулмарӑм. Темиҫе теҫетке хӗрарӑм сцена умнех кӗпӗрленсе пычӗ. Катьӑпа карчӑк Марья Васильевна вилнӗ пӳлӗмрен тухнӑ самантра эпӗ сестра такама: «Шел, хитрескер», тенине те илтрӗм. Пӳртре чуна салхулантарса ямалла шӑп пулчӗ, лампӑри ҫутӑ кӑна кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫатӑртатса ҫунать. Е вӑл докторпа нимӗнле килӗшӳ те туман пулсан, вӑрӑ-хурахсене пӑшалпа персе тытнӑ вӗҫен-кайӑксен ашне шывпа сыпса ҫисе пурӑнма тиветчӗ. Вӑл унта та, кунта та чупкаласа ҫӳрерӗ, края, Мускава хутсем ҫырса пӑхрӗ. Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл васкаса тухрӗ; эпӗр, Силвио патӗнче курнӑҫма килӗшсе, кашни харпӑр ҫӗрелле салантӑмӑр. Вӑл подноса ӳпӗнтернӗ витре ҫине питӗ меллӗ лартрӗ те хӑй вӗсем умне кукленсе ларчӗ, кӑштӑркка ӳтлӗ мӑнтӑркка кӗрен чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталарӗ. Вӑл тутӑрне сирчӗ. Ман ӑш вӑркать, атте айӑплӑ пек туйӑнасси ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Ҫак туйӑмсемпе ӗмӗчӗсем «Севильский цырюльникри» Альмавивӑнни пек чи таса та чӗре тӗпӗнчен тухнӑскерсем пулнӑ. — Куҫса ҫӳрекен цирк ҫеҫ. Анчах вӗсем ҫав тери хытӑ шавлаҫҫӗ, унта мӗн те пулин пулнӑ пулӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ. Тен вӑл вӑхӑтра ҫутӑ паракан хӗвел хӑйӗн хальхи чаплӑ ӗҫне туса тӑма та пултарайман. — Мӗн тума, тетӗп? — Тӑвӑл вӑхӑтӗнче ӗҫ пулманнипе мана тунсӑх пуса пуҫларӗ. Коперник ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене питӗ нумай сӑнанӑ. — Пурте пуҫтарӑнса ҫитеймен пулас-ха, ҫавӑнпа пирӗн ҫине тапӑнма хӑраҫҫӗ, — тесе хушса хучӗ Мюльреди. Ҫакӑн чухлӗ нушапа хӑрушлӑхсене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, юлашкинчен, «Дункан» пӗр пӗчӗк бухтӑна кӗрсе канлӗ вырӑн тупрӗ. Вӑл палуба тӑрӑх сиксе ҫӳрет, паҫӑрах ҫыран ҫывӑхнелле ҫитнӗ дикарьсен киммисене хӑйӗн трубипе юнать, унтан каллех ташлама тытӑнать. Ҫапах та ҫуллахи вӑхӑт пите лайӑхчӗ-ха. Вӗсем ватӑ вӗт! Ун пек ӑна ишме те ҫӑмӑл, — терӗ тахӑшӗ. Ҫӗр хута утнӑ хыҫҫӑн эпир атакӑна каяттӑмӑрччӗ. Вӗсем, — Петӗрӗ, Уҫӑпӗ, — жуликсем! Яков Лукич ирех ҫула тухрӗ. Митинг пӗтнӗ ӗнтӗ. Учительницӑпа Стайкӑна хамӑр Вӑлко патӗнче, хуячӑкам патне эппин, вырнаҫтарса хӑвартӑм, хам каллех Стара-планинана таптартӑм. — Асту, тӳнтерле, тепӗр майлӑ пулса ан тӑтӑрччӗ, — усаллӑн йӗкӗлтесе илчӗ те Банник, ытти ҫӗре ҫитсе шанчӑклӑрах ҫынсене: «Яра пар, кая юличчен колхозран тухма васка!» — тесе пӑшӑлтатса ҫӳреме чупрӗ. — Чармакланса тӑчӗ иккен вӑтам хресчен! Елена валли майлӑ каччӑ пӑхкала-ха. Ҫӑрттан мучин куҫ умӗ хуралнӑҫем хуралса пычӗ, анчах вӑл тӗркемелли хут татки ҫине мӗн кармакласа ҫырнине вуласа тухрӗ-тухрех. Пӗтӗмпех, пӗтӗм чӗрене пама та пӗлес пулать. Ҫак хӑрнӑ йывӑҫсем ҫинче пӗр кайӑк та йӑва ҫавӑрман; кӑшт ҫил вӗрнипех шӑмӑ пек шалтӑртатса каякан типӗ туратсем ҫинче пӗр ҫулҫӑ та курӑнмасть. Манаха ку шухӑшсенчен аяккалла пӑрса ямалла пулнӑ. Иван Павлыч куҫне хӗссе илчӗ те пуҫне ухса таҫталла кайрӗ. Ашшӗ чышкипе сӗтел ҫине ҫапрӗ, ҫурта подсвечникрен тухса ӳксе сӳнчӗ, тӗттӗмре вара вӑл хыттӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ: — Эсӗ мӗн мана, хӗр пек, пӗрмай юрату ҫинчен палкатӑн? Ҫапах та Дик шанӑҫа ҫухатмарӗ. Тата ҫӗр ҫав тери хӑвӑрт ҫывхарса пырать, ӑна самолет патнелле темӗн пысӑкӑш магнит туртнӑ пекех туйӑнать! Ку — Ганна иккен! Унта фойе пекреххи тунӑ: кӗтессене «Настал час» трагедирен бутафор креслисем лартса тухнӑ, лампӑсене хӗрлӗ те кӑвак хутсемпе чӗркесе пӗтернӗ. — Вӑл та тахҫанах ҫук. — Ҫапла кирлӗ те. Халӗ ӗнте кӗтсех тӑр — купарчуна ҫирӗм пилӗк шомпол тиветех, — терӗ пӗри. Ерофей Кузьмич сухалне ҫил ҫинелле ҫӗклерӗ. — Чӑрмав пулсан та, хӑвӑр лере ҫитсен, адъютанта ман патӑма ярӑр-ха, — хӑйӗн сӑмахне вӗҫлерӗ полк командирӗ, кӑшт ҫеҫ пуҫтайса илнипе ӗнтӗ аудиенци пӗтнине систерсе. Пӳлӗмри япаласене пурне те тирпейлесе хума ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ; пӑявпа ҫыхнӑ чемодан урайӗнче ларать. Эпӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр; хуҫа пит савӑкчӗ, унӑн савӑнӑҫӗ часах пурин ҫине те куҫрӗ: кашни минутрах пӑкӑсем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, стакансем кӑпӑкланса чарӑнмасӑр чашкӑраҫҫӗ. Пачах та кӗтмен япала курнипе вӑл алӑкра тӑпах чарӑнса хытса тӑчӗ. Старик таврана тинкерсе итлесе тӑчӗ. Юлташӗ тухса кайсан, ман атте сасартӑках хӑй лӑпланма пуҫланине асӑрхаса илнӗ. Пӑхӑр-ха, доктор: куртӑр-и эсир, чул ту ҫинче сылтӑмра виҫӗ ҫын тӑни палӑрать? Вӑл капитана аяккалла ҫавӑтса кайрӗ те ӑна темӗн ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн калама тытӑнчӗ: куратӑп акӑ, унӑн кӑвакарнӑ тути чӗтрет, анчах капитан йӗрӗнсе ҫеҫ кулса илчӗ те унран пӑрӑнчӗ. Эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм. Темӗнле сасӑ пӗрмаях: апла мар, апла мар, тесе калатчӗ. Вара чӑнласах та «апла мар» пулса тухрӗ. Пӗр тӑватӑ денщик пур кунта — пӗрисем тӗлӗреҫҫӗ, теприсем алӑк патӗнче чемодансемпе, япала ҫыххисемпе аппаланаҫҫӗ. Пурте пулчӗ, эпӗ акӑ нихҫан та тарӑхмастӑп. Хирте пурӑнакан чанасем те алла вӗрентнӗ, пуҫне пӗчӗк калпакпа урисене чӑлха тӑхӑнтартнӑ чанасем патне вӗҫсе кӗрсен, вӗсене ҫавнашкалах кураймастчӗҫ. Вӗсене тата ҫакна кала: акӑлчансем пирӗн майлӑ, республика икӗ енчи вут хушшинче пулать. — Хӑратрӗҫ-им сана? Ҫак кунхине ялтӑраса курӑнан ҫӗнтерӳ туйӑмӗ пирӗн чуна ҫутатни ӗмӗрлӗхех асра тӑрса юлчӗ. Акӑ командармӑн ансатлӑх, ҫирӗплӗх, лӑпкӑлӑх элеменчӗсене пӗтӗҫтерсе тӑракан, салтакӑнни пек ҫутӑ-кӗрен те лӑпкӑ пит-куҫӗ. — Джозеф Гарпер, эсӗ-и? Денни вӑт — пачах урӑхла. Комендантӑн пӗтӗм ҫемьи маншӑн тӑрӑшнӑ. Синопа ҫӗнӗ костюм тӑхӑннӑ, ҫурӑмӗ хыҫне ӑтӑр тирӗнчен тунӑ енӗ ҫакса аслашшӗпе Москитсен пухӑвне кайнӑ. Картти начар та марччӗ, анчах ялавӗсене фронт линийӗнчен ытла кая юлса лартнӑччӗ. Офицер тухса кайрӗ. Каяс умӗн вӑл хӑйне мӑшкӑл тунӑшӑн банк тытакан мӗнле хушать, ҫавӑн пек ответ тытма хатӗр, тесе хӑварчӗ. Тепӗр тесен, Катьӑпа ун хушшинчи туслӑх чылая пыман: мӗскӗн хӗрача вӗри чирпе аптраса ӳкнӗ та тепӗр темиҫе кунтан вилсе кайнӑ. Татаринов патне, тӑваттӑмӗш коммуна-шкула. Ӑшӑ та янкӑр ҫанталӑкчӗ. Пӗррехинче пире вӗрентекен яланхи сехетре пыраймарӗ, кая юлчӗ, вара эпир, вӑл халь тин килмест пулӗ тесе, пӗр бутылка эрех, ҫӑкӑр тата хӑяр илсе пӗчӗкҫеҫ ӗҫкӗ турӑмӑр. Хӑйӗн сӑмахӗсем ытларах ӗненмелле пулччӑр тесе, старик хӑйӗн тяпкисемпе, креплисемпе алӑк патнелле туртӑнчӗ. — Ҫук, лайӑх мар! — Кӑштах пурӑнатпӑр, пӑхкалатпӑр, эпир хӑрушӑ маррине кураҫҫӗ те — хулана та кӗртеҫҫӗ ак… — Ҫапла, сире кӑна мар мӗнле йӑхран тухнине пӗлмеҫҫӗ. — Сире кам кирлӗччӗ вара? — Сывлӑх сунатӑп, Бек, — терӗ Веткин. Дрягин патӗнче тарҫӑра пурӑнма йывӑр пулнӑ, ҫапах та Ерофей ун патнех кайнӑ, каясса вара ахаль мар, чее шухӑшпа кайнӑ: вӑл хӑйӗн хуҫинчен, вӑрттӑн сӑнаса пурӑннӑ май, «ӗҫсене майлаштарма» вӗренсе пынӑ. Кун пирки иккӗленме ирӗк парӑр эсир мана. Кунӗ уяр пулчӗ. — Асту эсӗ, шыва кая ан пар! — астутарать Илюш. Унсӑрӑн курас та теместӗп сире. — Турӑҫӑм, мӗнешкел тискерлӗх!..» Пӗр-ик кунтан аса ҫури ӗҫлеме пымарӗ, унтан ватӑ хуҫа арӑмӗ мана пысӑк шурӑ конверт тыттарчӗ: — Ме-ха, ӗнерех, кӑнтӑрла пӗр хӗрарӑм кӳрсе панӑччӗ те, эпӗ сана пама маннӑ. Тӑкӑнса кайнӑ миррӑн техӗмӗ юратуллӑ каҫсене аса илтернӗ пекех, Соломон ятне сасӑпа каланиех те пӑлхатса-пӑтрантарса янӑ хӗрарӑмсен чӗрисене. — Тивӗҫӗсем… ҫук, — астутарчӗ Увар Иванович, унтан куркаран пӗр сыпкӑм квас ӗҫрӗ. — Апла, Кирила Петрович сирӗн патӑрта мӗн тӑвас тенӗ — тӑвать иккен? Инсаров ун аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ. Пӗрре, бостонпа йӑлӑхса ҫитсе, картсене сӗтел айне пӑрахсан, эпир С. майор патӗнче пайтахчен ларсаттӑмӑр; калаҫу яланхи пек мар илӗртмелле пулчӗ. Парторг Хомутов сӑмах ыйтрӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫаклатса хунӑ алӑка такам шаккарӗ. Ситанов хӗненӗ ҫӗре кӗрсе карӗ, вӑрӑм аллисемпе ҫат та ҫат тутарса пожарнӑйсене ҫапа-ҫапа ӳкерчӗ, мужике тӑратса ӑна ҫынсем патнелле чышрӗ: — Ишсе кайӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ. — Ромашов енне ҫаврӑнса, каллех айвантараххӑн мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Ӗҫ ҫӳретмелле! Эпир вара картӑ ҫинче якорь кӗлеткипе паллӑ тунӑ вырӑнта чарӑнтӑмӑр. Пире тӗп утравран пӗр милӗн виҫҫӗмӗш пайӗ тата Скелет Утравӗнчен те пӗр милӗн виҫҫӗмӗш пайӗ уйӑрса тӑраҫҫӗ. Жорж хӑй амӑшӗ ӑна мӗн ыйтнине пӗтӗмпех парассине пӗлнӗ, амӑшӗн кӑмӑлӗпе вӑл нимӗн намӑса пӗлмесӗр усӑ курнӑ. Анчах лассо чӑрмантарать, лассосӑр пуҫне, ватӑ Зеб ӑна хӑйӗн пӑшалӗпе тӗллет. Пӑсӑлнӑ ҫын вӑл… «Турӑҫӑм! вӑл юратса пӑрахнӑ!» — Ут, ут! — Ҫук-ха. Арҫын, куҫ харшине пӗрсе, сухалне ывӑҫа пуҫтарса тытрӗ те, пӗр хушӑ аяккалла пӑхса, чӗнмесӗр тӑчӗ. Аллуна чӑмӑртатӑп. — Эсӗ, паллах, ӑнланатӑн ӗнтӗ, Дик, кунта пулса иртнӗ хыҫҫӑн пирӗн малтанхи шухӑша улӑштарма юрать ҫеҫ мар, улӑштарасах та пулать. Халь кӑна тӗрмерен тухнӑ хӑй, ҫынсене намӑслантарма пӑхать тата. Вӑл тахҫанах ӗнтӗ Луизӑна пит шутсӑр юратса кайнӑ мӗн. — Ӑнлансамӑрччӗ, тӑвансем, ку вӑл манӑн партие хирӗҫ усал шухӑш тытнипе мар. Ҫаксем ҫинчен пурин ҫинчен те Христос мӗн калӗччӗ-ши тесе те шухӑшлаттӑм. Секретарь ӑна вӑл килӗшни е килӗшменни ҫинчен е тата, хӑй шухӑшне чӑна хурса, закон кӑтартса панӑ срукра тивӗҫлӗ ҫӗре аппеляци пама шутлать пулсан, ӑна та пулин пӗлтерсе, алӑ пусма татах сӗнет. — Кунта эсӗ чечек ӳстерме пултаратӑн-и? — Сивастопольре тӑрсаччӗ; юнкун урӑх ҫӗре куҫмалла тетчӗҫ, вашбродие! Пуҫран тухма пӗлмен шухӑш е ухмаха кӑларать, е паттӑр ӗҫ тӑвасси патне илсе пырать. Отряд лагере вырнаҫса ларма та ӗлкӗреймен, майор валли депеша илсе килекен курьер курӑнса кайнӑ. — Эпӗ ӑна каллех хӑваласа яратӑп, — терӗ Дантон. Тепӗр пилӗк кун иртрӗ, эпӗ аванах ҫирӗпленнӗ-мӗн те, чӑх ури ҫинче ларакан ҫурт патне ҫуран ним ывӑнмасӑрах утса ҫитрӗм. Ҫав навигаци палли патнех ҫитмеллеччӗ пулӗ, вӑл вӗт электромаяк та пулма пултарать, е тӗтререн сыхлантаракан станци, е тата мӗн те пулин ҫавӑн йышши. — Ӑҫта хӑвӑн хӗрӳ? Ҫакӑнта эпӗ ахӑлтатсах кулса ятӑм, ураран ӳкес мар тесе, алӑк хӑлӑпӗнчен тытса ҫакӑнтӑм, алӑкӗ уҫӑлса карӗ, эпӗ пуҫпа кантӑк ҫумне пырса ҫапӑнтӑм та ӑна ватрӑм пӑрахрӑм. Тӗттӗмре аран палӑрать вӑл. Вӑраххӑн, кӑчӑртатса путакан хытӑ та типӗ юр ҫийӗн ҫемҫе урисемпе асӑрхануллӑн пусса, тискер кайӑк юр ӑшне тӑрӑннӑ хускалман ҫын кӗлетки патнелле ҫывхарчӗ. — Каяр, тухтӑр, каяр, — ӑна ыттисем те ӳкӗтлеме тытӑнчӗҫ. Базаров алӑк умӗнче тӑркаларӗ те, сасартӑк ҫакӑн пек кӑшкӑрса ячӗ: «Ха, мур, илесшӗ! Инсаров кая юлса вӑранчӗ; унӑн пуҫӗ ыратать, пӗтӗм ӳт-пӗвӗ, хӑй каланӑ пек каласан, пӗр ӗренкесӗр халсӑрланнӑ. Павел хӑйне хӑй уйрӑм ҫын пек туйма пӑрахрӗ. Ҫак кунсем пурте хӗрӳллӗ ҫапӑҫусенче иртрӗҫ. Тӑпрам ҫӑмӑл пултӑр!» тет. Шубин шӑпланчӗ. Ман шухӑшпа, 64-мӗш номерлӗ полицейски показанине тӗрӗслӗхе уҫса кӑтартакан показани вырӑнне хурса, вӑл, мӗнпурри те, хӑй куҫӗ умӗнче куллен кун пулса иртекен ӗҫе кӑна тунӑ. — Эсӗ пӗччен юлмастӑн, Мэри. — Пӗр тенке? Марко, вӑл-ку нимӗн те пулман пек, картишӗнче никам та ҫук тесе шантарчӗ; такамӑн кушакӗ-и, йытти-и хӳме ҫинчи кирпӗче ӳкернӗ пулмалла, айван Пена ав кӑшкӑрса та ячӗ. — Эпӗ, аппам, сан патна килтӗм. Пӗтсех лартӑр пӑшалӑр: тек ҫӑвар та уҫам мар ун ҫинчен». Пӗр чӑх ҫеҫ таҫта кӑтиклет. Питех те тулли пурнӑҫпа! Хам мӗн курни, мӗн вулани е илтни — пурте-пурте чӗрӗлсе тӑрать вара манра, пурте вӗсем нихӑҫан пулман ҫутӑпа ҫунса ялкӑшаҫҫӗ, пӗлтерешӗсем пурин те виҫесӗр, тӗлсӗр. Карчӑк ҫилленсе кайрӗ. Вӑл мана хуҫа патне ертсе тухсан, ӑна каларӗ: — Илме пултаратӑр, юсаннӑ! Эсӗ вӗсене вула та почтӑпа каялла ярса пар. Кам пулчӗ-ши ку — кайса пӗлер-ха эппин…» — Чӑн-чӑн сӗтел ҫинчи чӑн-чӑн ирхи апат, приборсем те, салфеткӑсем те пур? Кашни вырӑн ҫинчех, кашни кӗтесрех — ҫакнашкал пуҫ савӑтсем, ещӗксем, михсем, корзинкӑсем. Тепӗр эрнерен эп каланӑ ҫӗре пыр. — Мӗнле улпут унта? Вӑрмансем тӑрӑх ҫухалса ҫӳренӗ чух шӑп та ҫав ҫырусене ӗнтӗ вӑл кӑкри ҫумне тытса пӑчӑртанӑ. Эпир юлашки хут калаҫнӑ хыҫҫӑн, икӗ эрне хушшинче нимӗнех те паллӑ ӗҫ пулса иртмерӗ. Лешсем вӗсем шурӑ та суккӑр куҫлӑ, пӗр шухӑшсӑр тӑраҫҫӗ, кусем вара — хамӑр ҫынсем пекех. Ҫак виле хулана ҫӗр варринче кӗрсе кам алӑкне те пулин шаккаса уҫтарасси ӑссӑр хӑтланнӑ пек пулӗччӗ, хулара мӗн пулни-иртнине пӗлмест-ҫке вӑл. — Илсе килтӗм. Тепӗр тесен, хӗрӗн ашшӗ те пурччӗ, пӗлетӗр-и, — хӗп-хӗрлӗ, шыҫмак, кӑвакарса кайнӑ нӗрсӗр пит-куҫ, ватӑ та тулашакан меделян анчӑкӗ евӗрскер. — Ӑнланатӑп, калаҫма та пӗлетӗп, — терӗ ачи ҫулҫӳревҫӗсен тӑван чӗлхипе, анчах акценчӗ вӑйлӑ тухрӗ. Ӑҫта каять? Эпӗ ыйтмарӑм. Унашкал ҫынсем халӗ ҫукпа пӗрех. Кӑвайтӑран кӗл шӑрши варкӑшса килет. Йӗркеллӗ икӗ ача пек пулса, печенье ҫиер те пӗр-пӗрне уншӑн вӑрҫар мар — ыран вилӗм килет вӗт. — Пит те тӗрӗс, мистер Пойндекстер, вӑл — кӗсре, эсир хӑвӑр ӑна курма пултаратӑр. Эпӗ кухньӑна ӑшӑнма кайрӑм, повар мана ятла-ятла пӗр турилкке ӑшӑ ҫӗрулми тултарса пачӗ. Герцог та ӑна хирӗҫ ҫавнашкалах тӑстарса тавӑрчӗ:— Ҫу-ук, эпӗ ҫапла шухӑшланӑ, — терӗ. (Паллӑ ӗнтӗ, Итали чӗлхипе Джемма тени — питӗ хаклӑ чул тенине пӗлтерет). Портне ҫаплах тӑваҫҫӗ-ха, вӑрӑмлатаҫҫӗ. Эсир тата мӗн ҫав тери аллӑрсемпе хӑлаҫланатӑр-ха, Иван Иванович?» Ачасем савӑнӑҫлӑн выляҫҫӗ — сак самантра эпӗ, хамӑн шухӑшӑмпа та ӗҫӗмпе тертленекенскер, чи малтанхи хут туйса илтӗм: ку — Мускав вӗт, Мускав ку! — Пыр кӑна! — Лӗнчӗрех кайнӑ! — тесе хучӗ Челкаш, каллех унпа хирӗҫ пукан ҫине ларса. — Ҫук, мистер Стумп, ун пек пулма пултарас ҫук тесе шухӑшлать негр. Унтан вӑл Джеммӑна ӗнер мӗн пулса иртни ҫинчен пӗтӗмпех тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама ыйтрӗ. «Испаньола» та хӑйӗн ҫулне улӑштарнӑ курӑнать. Эпӗ тӗттӗм тӳпе айӗнче унӑн мачтисене кӑшт ҫеҫ куратӑп. Эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхнӑмайӑн, ӑна халӗ шыв юхӑмӗ кӑнтӑр еннелле илсе кайнине ӗненсе ҫитетӗп. — Вӑл ӑҫтан пӗлӗ-ха ӑна? Шыв яла хупӑрласа илнисӗр пуҫне чуллӑ ҫӗрсем ҫинчен сиксе шавланӑ, ҫапла вара ӑна ниҫтан пырса тӗкӗнмелле мар форт туса хунӑ. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗм эпӗ, эпӗ ӑслӑ пулнине кӑтартса пама вӑхӑт ҫитни ҫинчен шухӑшланӑран сассӑм чӗтренине тата пит хӗрелсе кайнине туйса. Драгунсем кайнӑранпа вӑл пӗртте ҫӑвар уҫман. Вӑл ун ҫине пӑхса кӑмӑллӑн йӑл кулса илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах паян сире манпа кичем пулӗ, эпӗ паян сирӗнпе калаҫаймастӑп, — терӗ. — Ну, питӗ лайӑх. Ҫитменнине тата пушӑ вӑхӑт та сахал, ҫапла вӗт? Санӑн Аламо ҫумне кайса, унтан хамӑн мӗнпур ырлӑхсене илсе килмелле пулать пулӗ тесе шикленетӗп эпӗ, Фелим. Чул куписем сӑрт хӗррипе километр тӑрӑшшӗ тӑсӑлнӑ, малалла ҫӳллӗ мар сӑртсем пуҫланнӑ. Казаксем кулса ячӗҫ. «Ӑҫта шаккатӑн, Каленик? Тӑвӑр ҫӗрте пурин те сывлӑш пӳлӗне пуҫларӗ, хӑлхара янрарӗ. Вӑл, тен, сана курас та ҫук пулӗ, курсассӑн та нимӗн те шухӑшлас ҫук. Анчах вӑл каймарӗ — эпӗ телефонпа такампа калаҫассине шухӑша илме пултаратчӗ-ши вара. Эпӗ каҫалапа ывӑнса тата выҫса киле утса ҫитетӗп, хама-хам эпӗ пӗр кун хушшинче ӳссе кайнӑ пек, тем ҫӗнӗ япала пӗлнӗ пек, вӑйлансарах кайнӑ пек туятӑп. Эп ахаль те юлтӑм пулас ӗнтӗ… Илтетӗн-и эсӗ?.. Ун сасси таҫта инҫетре ҫухалчӗ. Хирӗҫ нимӗн калани те илтӗнмерӗ. Акӑ иккӗмӗшӗ вара — вӑл ӗнтӗ тепӗр япала. Рапорт ҫырӑр, аттестатсӑр приказ памастӑп. — Ҫулӗ кунтах-ха вӑл; эпӗ акӑ ҫул хытти ҫинче тӑратӑп, анчах мӗн усси пур-ха, — терӗ вӑл. Мӑнкӑмӑллӑ плантатор хӑйӗн хӗрӗ Аламо ҫумӗнчи пӗччен хӳшӗ патне ертсе кайма пултарасси ҫинчен пӗлес пулсан, вара вӑл ҫухалнӑ ывӑлӗшӗн хуйхӑрни татах ӳссе кайнӑ пулӗччӗ, хӗрӗм лайӑх мар ҫулпа кайрӗ тесе хурланасси хушӑнса тӑнӑ пулӗччӗ. Инкек-мӗнрен сыхланас тесе, май килнӗ таран шывран аяккарах пулма тӑрӑшӑр, мӗншӗн тесен эсир ҫуралнӑ чухнех сирӗн пурнӑҫӑр такан ҫинче вӗҫленет тесе ҫырса хунӑ. Вӑл пӗр ҫур сехетренех каялла ҫаврӑнса килчӗ. — Эсӗ ӑна нумайранпа пӗлетӗн-и? Ll y a quellque chose d`extraordinaire dans toufe sa tigure!» тесе калаҫрӗҫ. Мӗн пулӗ-ши унран?» Неушлӗ ҫак юлашки сакӑр е вунӑ километра каймалӑх та вӑй ҫитереймӗ вӑл? Хӗвел хаваслӑн тухрӗ. Ҫын ирех тӑрса, ҫиҫсе тӑран хумсем ҫинче ярӑнакан карап еннелле такӑна-такӑна, ӳке-ӳке утрӗ. — Таганрогри металлурги заводӗнче уйрӑм заказпа туса пачӗҫ, — ответлерӗ учетчик, ҫамрӑк та чараксӑр йӗкӗт. — Эсир мана укҫа кирлӗ тесе шутлатӑр-и? — пӳлсе хучӗ ӑна Базаров. — Ҫул ҫине сӗт ӗҫсе каймастӑр-и? — ыйтрӗ Яков. Вӗренес тесе… Иван Павлыча эпӗ юлашки хутчен вӑрҫӑ умӗн курнӑччӗ. Техас ҫыннисенчен тахӑшӗ ҫапла канаш парать: — Шырлан хӗррипе чуптарса пынӑ хӗрарӑма кӗтес пулать те индеецсем ҫинчен унтан ыйтса пӗлес пулать. — Эпӗ кунта ҫур сехет кӗтсе тӑтӑм. Ураран ӳкес мар тесе, вӑл час-часах юлташӗсенчен тыткалать. Халӗ тӗтӗм мӑкӑрланнине, йӑлт пӑтрашӑнса кайнине курма тӑрӑшӑр. Хӗвел пушӑ тӗттӗмлӗхре янкӑр уҫӑмлӑн ӗлкеленсе, капмар та ҫӑмламас ҫӑмха евӗр ҫакӑнса тӑрать. — Эсир манран ан ыйтӑр — эпӗ кунта ҫук пекех пулам! — терӗ амӑшӗ, диван кӗтессине ларса. Вӑл хӑраса кайнипе яштах сиксе тӑчӗ, ют ҫынсене курсан, стена ҫумӗнче шывпа ларакан икӗ витрепе таза хӑй кӳлепипе хупларӗ. Вӑл тирсене питӗ аван тунӑ пулнӑ; вӗсене чӗрчунсен шӑнӑрӗнчен тунӑ ҫиппе ҫӗленӗ. — Хӑвӑр кӑмӑла мӗнле килет, — терӗ вӑл. Ҫак пӑшӑрхану, ҫак салхулӑх пӗтӗмпех хӑйне евӗрлӗ выҫлӑх вӑл. Хӑвах ӑнланатӑн, эпӗ пӗр япала ҫинчен — Анголӑпа мӗнле таврӑнасси, ҫӗнӗрен хамӑн суту-илӗве пуҫӑнасси ҫинчен ҫеҫ шутларӑм. Хӑрах аллинче ҫыру, тепӗр аллинче шӑйрӑлса пӗтнӗ кивӗ револьвер. Ҫакӑ хӑй ӗнтӗ халӑха тӗлӗнтерсе кӑмӑлне хускатрӗ. Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани хама пулӑшассине темшӗн ӗненнӗ пек пултӑм эпӗ. Вӑл Лукашкӑран ултӑ ҫул аслӑрах пулнӑ тата, хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫынсемшӗн пуриншӗн те паллӑ айван та тӳркес улшӑнуллӑ пит-куҫӗ пулман пулсан, вӑл шӑллӗ тӗслех пулнӑ пулӗччӗ. Япони императорӗ малтанах пӗлтернипе, офицер ҫак ӑҫтиҫук юрӑхсӑр ҫынна хулпуҫҫи урлӑ ҫирӗм хут бамбук патакӗпе ҫапма хушрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн манран никам та ҫав йӑлана тунипе туманни ҫинчен ыйтмастчӗҫ. Пуҫӑмра урӑхла шухӑш пурччӗ манӑн. Хула улшӑннӑ кӑна та мар — хушӑнса та пырать, хӑвӑр кӗрешӳпе ҫӗнтерӳ валли кунсерен вӑй илсе тӑнӑ пек. Ҫук, чипер Варюхӑна чӑнласа ҫеҫ юратма пулать, унпа ахаль кӑна иртӗнме манӑн совеҫ ҫитмест. Анчах хӑй те сыхланаймарӗ; ҫавӑнтах ӑна тӑнлавран вӗри пуля пырса тиврӗ. — «Эпӗ, — тет, — хамӑн хӑмӑр кӗсрене те санӑн пек ятлӑ пулма сӗнместӗп». Урам тӑрӑх вӗсем хӑвӑрт, ним калаҫмасӑр утса кайрӗҫ. Эп унта пулман. — Ак мӗнле пулчӗ вӑл. Университетра вӗренес шухӑша мана Н. Евреинов гимназист, хӗрарӑм куҫӗсем пек ачаш куҫлӑ, хитре, кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын пачӗ. Кала-ха, эсӗ пирӗн патӑрта хӑнара нумай пурӑнатӑн-и? Анчах хам умра йывӑҫсем хушшинче эпӗ пӗртте уйӑх ҫути пек мар, темӗнле ҫутта асӑрхарӑм. Эп сана-а! Магазина пырсан, урай шӑлаттӑм, тусанне шӑлса тасататтӑм, чей хатӗрлеттӗм, ҫынсем илнӗ таварсене килӗсене кайса леҫеттӗм, киле апат илме каяттӑм; вӑл вӑхӑтра алӑк патӗнче ман вырӑнта Саша тӑратчӗ, вара ҫав ӗҫ хӑйӗн тивӗҫлӗхне чакарать пуль, тесе вӑл мана:— Йӑраланчӑк! — Манӑн шӑтса тухӗҫ-ха, санӑн шӑтайрас ҫук вара. Эпӗ калаҫма пуҫланӑ чухне ӗлӗкрех ман ҫине вӑл нихҫан та кун пек ирӗклӗн, мӑнаҫлӑн ҫаврӑнса пӑхакан марччӗ! Вӑл чӑн-чӑн ҫӗнӗ хӗр, пӗтӗмпе урӑхланса кайнӑ хӗр. Сцена умӗнчи урамалла тухакан кантӑк шалтӑр ҫӗмӗрӗлчӗ. Кантӑк витӗр пулемётӑн пуклак кӗпҫи курӑнса кайрӗ. Ҫуран ҫӳрекенсем таптаса хытарнӑ кукӑр-макӑр сукмак самаях анлӑ чӗкӗнтӗр уйӗ урлӑ каҫать. Апла пулсан манускрипта документран сахалтан та икӗ ҫӗр ҫул каярах ҫырнӑ. Ыттисем пур ав, ҫав шута ӑна хӑйне те кӗртме пулать, пӑлхану пирки ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. Ӗнтӗ упа пӗтӗмпех халран кайса ҫитнӗ, малалла кӑштах иртме те пултараймарӗ, шӑпах ҫавӑн чух Киш ун патне пычӗ те хӑйӗн вӑрӑм сӑннипе чиксе вӗлерчӗ. — Атте ҫинчен вара, ҫавӑн пек, пит-куҫа пӗркелесе калаҫма юрамасть… — Ҫук, ман ерҫӳ ҫук, — ответлерӗ Володя хӗрелсе. — Акӑ мӗн туса пӑхас, — канаш панӑ Маякин, — чик эсӗ ӑна пӗр-пӗр хӗрӳллӗ ӗҫе — пуҫӗ мӗнӗпех! — Акӑ, курӑн мӗнлине. Вӑл, Павел амӑшӗ умне тӑрса, сухалӗ ҫинчен ҫумӑр тумламӗсене ывӑҫ тупанӗпе шӑлса антарчӗ те:— Илсе кайрӗҫ-и? — тесе ыйтрӗ. Унтан каллех ҫӗнӗ Уйӑх пуҫланать. Пӗр тулли Уйӑх пулса ҫитсен, каллех малтанхи пекех ҫӗнӗрен пулса пыма пуҫлать. — А-а, ку эсӗ-ҫке, юлташ. Мӗн тери хаяр та шелсӗр пулаҫҫӗ иккен ҫынсем пӗр-пӗринпе. Сайра-хутра ҫеҫ унӑн шурса кайнӑ тутисем:— Эпӗ каймастӑп ку тӗлтен. Кӑштах вӑхӑт иртсен, Весовщиков килсе кӗчӗ, — вӑл яланхи пекех ҫӗтӗк-ҫатӑк, вараланчӑк та кӑмӑлсӑр. «Сана унта пӗр ҫын чӗнет», тесе кала, — хушрӗ пӗр ачана Филчо полицейски, суккӑр ӑна сасӑранах уйӑрса илчӗ. — Ак курӑн-ха! — Пирӗнпе пӗрле ларса пытӑр пулатчӗ… Пӗлетӗп — суять, анчах чӑн пулӗ тесе — ӗненетӗп! Хушӑран кӑна ӑшӑ ҫил варкӑшса илет те, сад пахчинче вӑштӑртатнӑ сасӑ илтӗнкелет. Тӑхтӑр, ан пӳлӗр мана. Канас та пулать-ҫке сирӗн. Эппин, вӗсем хӑйсен пуянлӑхне таҫта урӑх ҫӗре илсе каяҫҫӗ курӑнать. Патша майрисем курӗҫ те мухтаса пӗтерӗҫ сана, пуҫҫапӗҫ сана еркӗнсем те, ҫӗр ҫинчи мӗнпур хӗрарӑм савӑнса хӑпартланӗ санпа. Чӑнах та, ытларах пурӑнса курнисемпе мӑнкӑмӑллӑрах ҫӳрекенсем майӗпен авторитет та, влаҫа та илчӗҫ, анчах вӗсене те яланах итлемеҫҫӗ. — Тен, пӗрле кайӑпӑр. Анчах вӑл нимӗн те пӗлеймен-ҫке… Эпӗ вара, хам ҫӗр пӳртре, ҫӑлтӑрсем айӗнче, пурӑнатӑп ҫапла. Ҫынна кӳпкени, хыттӑн йынӑшса илни илтӗнсе кайрӗ, унтан вара — кӑшт аяккарахра — тахӑшӗ, ухмаха ернӗ пек, хыттӑн мӗкӗрсе илчӗ. Пӗрре те Терентий Жигалов сасси пек туйӑнмарӗ ку: — Ачсе-е…ем, перӗр! Пахчаҫӑсем бульварсенчи клумбӑсене сӑрланӑ чӑпта бантиксем ҫыхнӑ темӗнле юратса пӑхса ӳстернӗ ӳсентӑрансем лартса тухаҫҫӗ пулин те, урамсенче тӗтӗм тата виле шӑрши кӗрет-ха. Ӑнӑҫсӑр поход Команчасене хирӗҫ похода ҫӳресси виҫ-тӑватӑ кунтан ытла пыман. Кунта Клисурӑна тапӑнма таврари ялсенчен те темиҫе ҫӗр ҫын пухӑннӑ пулмалла. Ну, мӗн тӑва пӗлӗн-ха эсӗ, аҫу вилсен? Шӑп ҫул ҫине тухса каяс чухне Паляныця астуса илчӗ: — Чарӑнӑр, мансах кайнӑ. Хӑлху илтми пулчӗ-им, ухмах ача. — Павел Власов-и? — ыйтрӗ офицер, куҫне хӗссе. Унтан, Павел ним чӗнмесӗрех пуҫӗпе сулса илсен, вӑл мӑйӑхне пӗтӗркелесе: — Манӑн сан патра ухтарас пулать, — терӗ. — Салам аликӗм, хаклӑ Иван Павлыч! — терӗм те пӗрне-пӗри ыталаса эпир темӗнччен чуптурӑмӑр, — сывлӑх сунатӑп сире, пур ученикӑрсем те сире ман пек туччӑр, тетӗп. Анчах кунта нимскер индеец палли те ҫук. Ҫак ӗсӗклекен сасӑ ҫумне тепӗр сасӑ, ҫинҫескер, тӑрсан-тӑрсан пӗр чарӑнса лараканскер, — шурӑ хут тӑрӑх перо васкавлӑн чӑштӑртатни тата такам мӑкӑртатса ларни хутшӑннӑ. — Пӗлес ҫук, — тенӗ Сломан, нумай япала ҫинчен систернӗ пек, хулпуҫҫисене вылятса илсе. Вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑханҫи пулчӗ, эпӗ сасартӑк вӑл мана курманнине туйса илтӗм. Тӗттӗмрен кӗҫ-вӗҫ мӗн те пулин тухса: «Чарӑнӑр, вӑрӑсем!» — тесе кӑшкӑрасса кӗтсе, малалла тинкерсе пӑхса пынипе куҫӗ тӳсме ҫук ыратать. Ытла ир ҫитӗннӗ вӑл. — Хӑвӑр карчӑкна шанатӑр-и, эсир? — тесе ыйтрӗ матрос. Кай! Анчах та манӑн сасӑсӑр сӑмахсенчен ҫав «е» «у», «ы»-сем, тутана-чӗлхене сиктернисем ҫав тери инҫеччӗ-ха. Манӑн ҫӑварта чи ҫӑмӑл сӑмахсемех пӳлӗне-пӳлӗне ларатчӗҫ. Ҫамрӑксем Мускав ҫырми патне анчӗҫ те ҫыран хӗррипе утса кайрӗҫ. Ку мӗне пӗлтернине Андрей Петрович кӑштах ӑнланчӗ те систермесӗр йывӑррӑн сывласа ларчӗ. Вӗсене хӗреслетсе ҫакнӑ. — Вӑрманпа пӗрремӗш хут пыратӑр пулсан, аташса каясран хӑрамастӑр-и вара? — ыйтрӗ Дик Сэнд. «Пилигрим» ҫинче кильблокри грот-мачтӑпа фок-мачта хушшине ҫакнӑ шлюпка ҫеҫ мар, тата кит тытмалли виҫӗ вельбот пулнӑ: пӗри — сулахай бортра, тепри — сылтӑмминче, виҫҫӗмӗшӗ карапӑн хӳринче ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫакӑнпа усӑ курса юлмалла, ҫил ҫула майлӑ вӗрнӗ чухне ытларах кайма тӑрӑшмалла. — Паян вӗтететӗп. — Кӑлараймастӑр эсир, тӑвансем! — Апла пулсассӑн, — тенӗ Бобров, — сан сӑмахху, Яков Тарасович, тӗрӗсех: ӑсран тухнӑ вӑл… — Ах, мӗнле тулӑксӑр эсир! Эппин мӗн ҫирӗп тытӑнса тӑраканни пур иккен ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере? Вӑл кӗнекесем каланинчен лӑпкӑраххӑн калатчӗ, — кӗнекесенче эпӗ час-часах писателӗн кӑмӑлне, вӑл ҫиленнине, савӑннине, вӑл хуйхӑрнине, мӑшкӑлласа кулнине илтеттӗм. Инҫе мар застава патне ҫитиччен вӗсем уттарса пычӗҫ, унтан иртсен шоссе тӑрӑх хӑвӑрт юрттарма пуҫларӗҫ. Павел амӑшӗнчен сывлӑх ҫинчен, килти ҫинчен ыйтрӗ… Трюмра нӳрлӗ те тӗттӗм кӑна мар тата ҫав тери пӑчӑ та пулнӑ. — Ия, ия, ҫитменнине тата купипех укҫа илеҫҫӗ… Вӗренӳ пӗр виҫ-тӑватӑ сехет яхӑн пынӑ, ҫавӑнпа та тепӗр чухне Федор Тимофеич, ывӑннипе, ӳсӗр ҫын пек тайкаланма пуҫланӑ, Иван Иваныч сӑмсине уҫса хунӑ та йывӑррӑн сывланӑ, хуҫи хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ та, ҫамки ҫинчи тарне ниепле те шӑлса типӗтеймен. Пӑрах! — терӗ. Ҫаксем пӗтӗмӗшпех пирӗн Ҫӗр ҫинчи пек мар, пачах урӑхла пулса пыраҫҫӗ. Вӑл пӗтӗм канӑҫсӑр чун-чӗрипе туйса тӑнӑ: Олейник таврӑнни вӗсен каварне пӗтерсе хурать ҫеҫ мар, вӑл мӗнле те пулин урӑх инкек те кӳме пултарать. — Мӗнле хыпар пур, отче? — ыйтрӗ Кралич, Викентий темӗн пирки пӑшӑрханнине кура. Унта кӗрешӳ юррисем те пур, тарӑхса макӑрни те, савӑнтаракан кӗлӗсем те пур, ҫавсем йӑлтах Огняновӑн пӑшӑрханнӑ чунне кӑшт лӑпланма пулӑшрӗҫ. — Килет. Эпӗ пуҫа чиксе пыраттӑм. Ӑна тӗттӗм ялта пӗр айван карчӑкпа дворовӑйсен аллинче кӑна тӑрса юлнӑ старик, темӗнле инкеке лексе, пулӑшусӑр-мӗнсӗр юлса, ӳт-пӗвӗпе те кӑмӑлӗпе те асапланнӑн туйӑннӑ. — Пӗрле ҫапӑҫнӑ-и эсир унпа? Базаров ун ҫине тимлӗн те витӗмлӗн пӑхса илчӗ. Вӗсем санран кӗҫӗн вӗт. Халь пике хӑйӗн ҫурхи чечексем ҫийӗн вӗлкӗшсе вӗҫекен лӗпӗшсенни евӗр ҫӑмӑл та илемлӗ пӳне, ытарма ҫук сӑнне пир ҫине ӳкерессине шанса тӑма пултарать. Вӑл карточкӑна мана «Св. Мария» шхунӑн штурманӗ Иван Дмитрневич Климов парнелерӗ. Ҫырма патӗнче карӑш карклатса илчӗ. Унӑн йӑли ҫавнашкалччӗ. Пӗтнӗ ҫын эпӗ. Эх, Давыдов, Давыдов, вӑл хӗрарӑм кирлӗ мар сана… Сид пиччӗшӗ ҫине хӑраса пӑхрӗ, ним тума аптӑранипе силлеме пуҫларӗ. — Тӑхтӑр-ха! — кӑшкӑрса ячӗ Марья Николаевна. — Ман ҫак бархат ҫине ларса канас килет. Пурте, Павел енне ҫаврӑнса, тимӗр пӗрчисем магнит ҫумне ҫыпҫӑннӑ пек, ун тавра пухӑнса тӑчӗҫ. — Мӗнле, ҫывӑрма кӗрес тетӗр-и? Ку вӑл — эпӗ. … Меллӗ вырӑнне те тахҫанах тупса хунӑ ӗнтӗ, кантра та пур, Пролом патӗнче ҫатракасем те купаласа хунӑ, сенкер рак тытма кайма шӑршланнӑ аш ҫеҫ ҫук. Тӑнран тухнӑ сурӑхсем мар пулӗ-ҫке эсир! Казак хӗл-хӗрлӗ хӗрелсе канса, ҫухӑрса ячӗ: — Эпӗ санпа ҫапӑҫмастӑп, кай! — терӗ. Василий тӑратнӑ ҫухине антарать, картусне хывса силлет; Юлашки кунсенче ӑна Марийка Лозневойпа тата Костьӑпа ҫывӑх пулни хытӑ тарӑхтарнӑ, чунӗ тӑвӑнса килнипе сывлаймиех пулнӑ вӑл. Эпӗ ихтиозаврӑн ҫын пуҫӗ пысӑкӑш юн пек хӗрлӗ куҫне те лайӑхах куратӑп. Япаласем ҫапла сапаланса выртнинчен кил хуҫисем хыпаланса тухса кайни, вӗсем хӑйсен пур-ҫук пурлӑхне илсе каяйманни курӑнать. Мӗн? — Эсӗ ӑҫта пулатӑн, ҫавӑнта каятӑп эпӗ, эсӗ мана хӑваласа яриччен санпа пӗрле пулӑп эпӗ, — терӗ Санин хӑйӗн патши аллине чуптуса. Ывӑлӗ тип ҫӑкӑр чӑмласа ларнине курсан амӑшӗ на хӑйӗн чашкинчен кофе ярса пачӗ. Кӑвака пӗветнӗ ҫӳҫне вӑл хулпуҫҫийӗсемпе ҫурӑмӗ тӑрӑх сапалантарса янӑ, ун вӗҫӗсене ҫеҫ ароматлӑ шутсӑр нумай чӑмаккасемпе пухса хунӑ. — Халиччен сухаланӑ эпӗ. Эсир унта пӗр-пӗр хӳтлӗхре картла выляса ларакан виҫ-тӑват матроса тата тинӗс ҫар офицерне курма пултаратӑр. Вӑл офицер эсир ҫӗнӗрен пынӑ ҫын иккенне асӑрхать те, эсир интересленнине кура, сире хӑйӗн хуҫалӑхне тата хӑвӑра мӗн-мӗн интереслентернине йӑлтах кӑтартать. Ку ӗҫе вӑл хавасланса тӑвать. — Пире сирӗн урӑрсем кирлӗ мар, пире сирӗн пуҫӑр тата эсир ҫар перипе ҫырма пӗлни кирлӗ. Капитан хучӗсем Эпир мӗн пынӑ таран кайрӑмӑр, юлашкинчен доктор Ливси ҫурчӗн алӑкӗ умӗнче чарӑнтӑмӑр. Хӑяматне кӗрех кайччӑр-ха вӗсем, ҫав тӑлӑп тавӑрса тӑхӑннӑ путсӗр кам иккенне халех, ҫийӗнчех пӗлес пулать ман». — Атьӑр, каяр, бал хатӗрлес пулать. Вӑл атте умне чӗркуҫленсе ларнӑ та портрета туса пӗтер тесе пуҫҫапма тытӑннӑ, манӑн шӑпа, эпӗ ҫут тӗнчере пурӑнасси ӑна туса пӗтернинчен килет, эсӗ ӗнтӗ мана хам пекех тума пуҫларӑн, пӗтӗмпе тӗрӗс ӳкерсе хурсан, ман пурнӑҫ асамлӑ вӑйпа портретра юлать, эпӗ вара йӑлтах вилместӗп, манӑн ҫут тӗнчерен каяс килмест, тенӗ. Эпӗ, хам пӑлханӑва аран-аран ирттеркелесе, ура ҫине тӑтӑм, анчах пуҫ тайма пултараймарӑм, хӗрӗпе амӑшӗ мана хӗрхенӳллӗн пӑхса ӑсатнӑ хушӑра утса пыруҫӑн эпӗ пачах хам ҫул ҫинче тӑман пукан ҫумне пырса перӗнтӗм, — пукана перӗнесси эпӗ хамӑн мӗнпур тимлӗхӗмпе ура айӗнчи кавире ҫаклатасран асӑрханнинчен килчӗ. Василий пуппа вӗсем хушшинчи хирӗҫӳ тахҫанах пуҫланса кайнӑ. — Ҫитӗ, ҫитӗ, Николай Еремеич. Леререхре, уҫланкӑра, кӗтмел курӑкӗн хытӑрах кавирӗ ҫинче, хӑяккӑн тӑсӑлса, ҫутӑ ҫӳрен лаша выртать. Унӑн темскерле каялла ҫаврӑнса выртнӑ пуҫӗ вӗҫне Степан Бояркин кукленсе ларнӑ. Вӑл ӑна, сӑтӑрнӑ чухне, вырӑнтан куҫарнӑ пулмалла. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр урнӑ тӑвӑлпа ҫывхарса килет пулсан, этемӗн чӗринче, вӑл мӗнле тӗреклӗ ҫын пулсан та, темӗскерле пӗлмелле мар шиклӗх ҫуралать, ун пеккинчен вара ниепле те хӑтӑлма май ҫук. — Колумб ячӗн чапне пӗчӗклетес теместӗп эпӗ, анчах та кун пирки нимӗн тавлашса тӑмалли те ҫук. Елена вӗсене палласа илет: вӗсем хушшинче хӑйӗн ашшӗ пур. Ҫавӑн пек пурӑннӑ Фома. — Кампа калаҫатӑн эсӗ, ӗне пичӗ? Ачана курсан, икӗ старик те хавасланса, тӗлӗнсе кайнӑ пек пулчӗҫ. — Господасем, туршӑн та, пӑрахӑр: ку хӑрушӑ, — терӗ вӑл юншӑхлӑн. Эпӗ сикекен чире ертнӗ, тепӗр темиҫе кунран ҫӗре чикетӗн мана. — Ҫапла-ҫке, — терӗ Гаррис, — эсир тӗрӗс калатӑр. Акӑ, — пурӑн, кӗреш, ҫӗнтер, вил, — пӗлеҫҫӗ унта кайран мӗншӗнне те мӗскершӗнне. — Эпӗ вулама та хӑратӑп… Халӑх тӑп-тулли, панихидӑ ирттерме пынӑ ҫынсем причасти тӑватчӗҫ, ҫавӑнпа ниҫта тӑмашкӑн та вырӑн ҫук. Вӑл темиҫе самантлӑха сада кайрӗ, унта вӗҫӗмсӗр тӗлӗнсе кайнӑ пек хытса тӑчӗ (тӗлӗнчӗк сӑн унӑн пичӗ ҫинчен ахаль те кайман), арӑмӗ ыйтӑвӗсенчен хӑтӑлма тӑрӑшса, каллех ывӑлӗ патне тавӑрӑнчӗ. Арина Власьевна, юлашкинчен, ӑна аллинчен ярса тытрӗ те, тытамак чухнехи пекех чӗтресе, юраса: «мӗнле вӑл?» — тесе ыйтрӗ. Кунта вӑл хыпаланса ӳкрӗ те, ун ҫине пӑхса, ирӗксӗртенех ӑшшӑн кулнӑ пек турӗ; анчах, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, ӑшшӑн кулас вырӑнне, унӑн таҫтан ахаль кулӑ тухса кайрӗ. Эпир сире, сутӑнчӑксем пулнӑшӑн, пере-пере пӑрахӑпӑр!.. — Апла пулсан мӗн вара? — Симурден ҫинчен куҫне илмесӗр ыйтрӗ Марат. Арӑмне пӗччен пӑрахса хӑварас шухӑша вӑл хӑнӑхсах ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та ӗнтӗ ун ҫинчен чи малтан хӑй каласа ямарӗ. Рада сана ҫавӑн ҫинчен калама вӑтаннӑ, анчах Кандов ӑна хӑй ӑсӗ тӗллӗн ҫеҫ ӑшшӑн пӑхни ҫинчен Лалкӑна темиҫе хут та ӳпкелешсе кала-кала кӑтартнӑ… — Ҫук, кирлӗ мар. Юлашкинчен приемнӑйӗн буфет ларакан кӗтесӗнче те сасӑсем шӑпланчӗҫ. Джим калама пуҫларӗ те пӗтӗмпех мӗнле пулнӑ, ҫаплах каласа пачӗ, кӑшт хушкаларӗ ҫеҫ. Вӑл аслисем калаҫнине хисеплесе итлесе тӑрать. Ҫӗр тӗттӗм пулчӗ, тинӗс ҫилӗ вӗрнипе шыв вӑйлӑ хумханать. Ҫыран хӗрринчен ик-виҫ тӗлтен ялтӑртатакан ҫутӑ пайӑркисем тӗттӗм витӗр касса тухаҫҫӗ. Унтан пырсан-пырсан, тахӑш тӗлте — пӗлместӗп, — хумсем урлӑ маяк ҫути йӑлтӑртатса курӑнчӗ. Сана та паллӑ, кашкӑрсем ҫынран хӑраҫҫӗ, вӗсем ҫынна тапӑнмаҫҫӗ, анчах ку тискер кайӑк ун пек пулмарӗ. Лозневой лашине тӑратрӗ те йӗнерӗ ҫинчех каялла ҫаврӑнса, перчетке тӑхӑннӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклесе ытти юлташӗсене хӗвеланӑҫ еннелле кӑтартрӗ, — алӑ сыппинчен казак чӑпӑркки, хитрелетнӗ авӑрлӑскер, ҫакӑнса тӑрать. Кунта ирсерен кофе ӗҫтерекен хваттере пилӗк тенкӗ тупма пулать. — Вуларӑн-и? Манӑн асанне вилнӗ. Вӗри ҫил нумай-нумай сасӑ кӗрлевне иле-иле килет. Ачасем аван-и? Хӑшӗ те хӑшӗ вилнӗ-и, тен, тесе те пуҫа шухӑш пырса перӗнчӗ, эпӗ … станца патне хуйхӑллӑ япаласем кӗтсе ҫывхартӑм. Кӑмӑла ҫемҫетсе яракан гимн юрланӑ хыҫҫӑн «Эпӗ чӗрӗлӗх те, пурнӑҫ та» текен кӗлле вуларӗ вӑл. — Ӑҫта пулмалла-ха ылтӑнӗ? — вӑрӑм ҫӳҫне каялла шӑлса хунӑ май, сӑмса ҫунаттисене сарса ыйтрӗ Майданов. — Эпӗ ку, Куженков Николай. Юлашкинчен вӑл пире пӗр икӗ чашка кофе вӗретсе пачӗ, ҫак ӗҫмелли аван япала маншӑн нихӑҫанхинчен те тутлӑрах пулнӑ пек туйӑнчӗ. Анчах Воропаев пӑхнине хирӗҫ ответлемесӗр тӑма май пулман. Унтан каллех пурте шӑп пулчӗ. Сидоров кӗнекене илчӗ те, ним шарламасӑр пӗчӗк арчине уҫрӗ, таса алшӑлли кӑларчӗ те унпа романа чӗркесе арчана пытарса хучӗ, мана каларӗ: — Ан итле вӗсене, ман пата кил те вула, эпӗ никама та каламастӑп! Антракт пӗтрӗ, эпир иккӗмӗш пайне курма кӗтӗмӗр. Ҫывӑхрах юр кӗрчӗ айне пулнӑ темӗнле тӗлӗнмелле япаласем курӑнаҫҫӗ. Ҫавсенчен сарӑлнӑ та ӗнтӗ хайхи вичкӗн те шиклентерекен шӑршӑ. Тӳпере Сехетсем, Микроскопсем, Насоссемпе Циркульсем курӑнма тытӑннӑ. — Пирӗн ҫакӑн пек легенда пур: вилес умӗн Ленин Сталина славянсене пӗтӗҫтерме халаласа хӑварнӑ тет. Документ таврашӗ Тимофейӑн пулмарӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн винокурӑн пӗчӗк ҫеҫ куҫӗсем ҫухалчӗҫ; вӗсем вырӑнне хӑлха таранах ҫутӑ пӑйӑркисем тӑсӑлчӗҫ; хытӑ кулнипе пӳ-сийӗ чӗтренме тытӑнчӗ, хаваслӑн кулакан тутисем самантлӑха мӑкӑрланакан чӗлӗмне пӑрахрӗҫ. Турӑшӑн, часрах вӗлерӗр ӑна! — Аким юлташ та ҫук. — Астӑватӑн-и, вӗсем ҫав арчана тухатса лартнӑ ҫуртра ҫӗклерӗҫ, эпӗ ҫавӑн чухнех вӑл арча вӗсене йывӑррине куртӑм. Анчах арӑмӗ тертленни Николай Артемьевича ҫилентерсе кӑна ячӗ, вӑл вара ӑна макӑрас патнех ҫитерчӗ. Марийка Лозневоя вӗҫӗсене тӗрленӗ алшӑлли пачӗ. Мӗнрен хӑратӑн-ха эсӗ, айван? — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, ҫав хушӑрах хӑй ӑшӗнче: «Ӑна ҫинчех выртса вилем те, ҫавна пурпӗр тӑватӑпах! Тепӗр сехетрен амӑшӗ уйра тӗрме хыҫӗнче пулчӗ. Кунта ав, баксионри пек мар пулин те, хулара пулсан та, ав епле сехре хӑппи. Каҫӑн юлашки пайне эпӗ Верӑпа пӗрле ирттертӗм, ӗлӗкхи ҫинчен тӑраниччен калаҫрӑм вара… Сирӗншӗн ҫав-ҫавах мар-им-мӗн? — Эсир виҫсӗр пулмасассӑн, эпӗ лайӑхрах тумланаттӑм, ҫисе ятӑр эсир мана, хыпса ятӑр, — ним хӗрхенӳсӗр, куҫҫуль юхтарнӑ пек калатчӗ амӑшӗ, хӑй вилнӗ чӑптаҫӑн пысӑк, патмар арӑмӗ ҫине куҫӗсемпе тӗллесе пӑхать. — Григорьев Александр. Ҫак планетӑна астрономсем чылайччен шыранӑ. Пӗрисем кун пек планета пачах ҫук тенӗ, теприсем — вӑл пур, анчах ытла та пӗчӗк пирки телескоп витӗр курӑнмасть, — тенӗ. Кичем пулӗ, анчах ним те тӑваймӑн: пӗр-пӗрне те пулин куратпӑр, иҫмасса. — Сире хамӑн пӳрте илсе кӗмелле пулать пулӗ, — тытӑнчӑклӑрах сасӑпа каларӗ вӑл. — Питӗ те аванччӗ. Анчах унӑн ҫыранӗсен ҫывӑхӗнче пӗр судно та ванса ҫӗмӗрӗлмен. Ромашов тӗлӗретчӗ те пулмалла. Лаппӑн-лаппӑн куҫса килекенсене хура тӗтӗм чӑркаса илчӗ. Павка пӳрт тӑрри урлӑ пуҫне кӑларса пӑхрӗ хе килкарти варринче коляска тӑнине курчӗ. Кӳршӗ хӗрарӑмӗ тазсемпе тата ытти вак-тӗвексемпе аппаланнӑ хушӑра Ольга кушак ҫурине илчӗ те сада тухрӗ. Павел, тинӗсе сӑмсаланса кӗрекен вырӑнта тенкел тупрӗ те, хӗрӳсӗр хӗвел ҫуттине хирӗҫ ларчӗ. Пӗрремӗш юрату — революципе пӗрех: майлашса, пӗр пек те тӗрӗс пыракан пурнӑҫ йӗрки пӗр самантра ванса, ишӗлсе каять, ҫамрӑклӑх баррикадӑра тӑрать, ҫӳле вӗлкӗшет ун яр-уҫӑ ялавӗ, вара умра хуть мӗн кӗтет пулсан та — вилӗм-и унта е ҫӗнӗ пурнӑҫ — вӑл пурне те хӑйӗн вӗҫ-хӗррисӗр савӑнӑҫлӑ саламне ярать. Ман йышши ҫын нимле урайӗнче те ҫывӑрма пултараймасть. — Илех, илсем! — Мӗн тӑвӑн эс вӗсемпе? — ыйтрӗ Гаррис. Пӗлместӗн-и? Манӑн ҫав урампа ҫӳремесен май килместчӗ, мӗншӗн тесен вӑл чи тӳрӗ ҫулччӗ. Николай хуллен шӑхӑрма тытӑнчӗ, унтан сӗтел хушшине ларса темскер ҫырма пуҫларӗ. Тискер выльӑх каялла талпӑнса сикрӗ те ҫав териех хытӑ мӗкӗрсе ячӗ, ун сассине илтсе юнашарти хиртен хӑй пекех илемсӗр выльӑхсем хӗрӗхе яхӑнах чупса тухса мана ҫавӑрса илчӗҫ, хӑйсем тутисене хӑрушшӑн чалӑштарса ман ҫине тӗлӗнсе пӑхма пуҫларӗҫ. Эпӗ пӗр йывӑҫ патне чупса пытӑм, ҫурӑмпа ун ҫумне тӗртӗнсе тӑтӑм, кортикпа хӑмсарса вӗсене хам ҫывӑха та ямарӑм. Анчах маншӑн питех те йывӑр самант пулчӗ. — Вырӑс чӗлхи-и? — Чим-ха! — пӑшӑлтатрӗ старик, пӳрнипе тути патне тытса. Кӑшкӑрнӑ самантра Нургалейӑн хура куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ, пичӗ-куҫӗ, хытӑ тарланипе ӗнтӗ, йӑлкӑшма пуҫларӗ. Апрелӗн 16-мӗшӗ тӗлне ҫулҫӳревҫӗсем океан хӗрринчен килнӗ ҫул тӑршшӗ ҫӗр мильӑран кая марччӗ ӗнтӗ. — Кам вӑл пирӗн хушӑра тӑлӑха хӗсӗрленекенни? — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Меллӗ самант тупӑнчӗ те, герцог тӳрех театр афишисем пичетлерӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн ик-виҫӗ кун сулӑ ҫинче пурнӑҫ айӑн-ҫийӗн ҫаврӑнчӗ; ялан хӗҫпе ҫапӑҫаҫҫӗ, герцог каларӑшле, репетици тӑваҫҫӗ, ӗнтӗ. Унӑн янахне тата шӑлӗсене пӑхӑр-ха. Пӗтӗмпех сехри хӑпса ӳкнипе тарҫӑ хӳшӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупкаланӑ, пукан ҫине пыра-пыра ларнӑ, сиксе тӑрса, алӑк патнелле йӑпшӑнса кайнӑ, ҫапах та ӑна уҫма та, шӑтӑк витӗр пӑхма та хӑяйман. Матвей Юргинӑн чун-хавалӗ ҫӗкленчӗ. Ҫына кам сыватма пултартӑр вара? Тӗрлӗ кирлӗ мара итлетӗн те. Хӑйӗн хӑватлӑ сассипеле ҫийӗнчех мӗнпур сасса хупласа лартса, Осадчий калаҫма пуҫларӗ: — Дуэлӗн вӗҫӗ, господасем, кирек мӗн тесен те йывӑр пулмалла, унсӑрӑн вӑл абсурд! Алӑка питӗрӗр! — пӑшӑлтатса команда пачӗ Половцев. Аннепе епле те пулин килӗштерме пулӗччӗ… — Ҫӑва патне кайтӑр пӳлӗмӗ! Шуйттан ҫунтарса ятӑрччӗ вӗсене, ҫавӑ ӑна кӑмӑла каять пулсан! — Ҫапла вара, эсир мана лӑпкӑ, ачашланнӑ, иртӗхнӗ чӗрчун тесе шутлатӑр пулать, — ҫав сасӑпах малалла тӑсрӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне, куҫӗсене кантӑк ҫинчен илмесӗр. Ҫав пылак туйӑм манӑн пӗтӗм шӑм-шакӑма ҫӗклентерсе ячӗ — юлашкинчен, эпӗ савӑнса сиккелеме, ҫуйӑхма тытӑнтӑм. — Вӑл халь киле таврӑнман та пулӗ, — испанецла калать вӗсен пуҫлӑхӗ, — тавӑрӑнман та пулӗ. Анчах вӑл ӗнтӗ тахҫанах вырӑнта пулма кирлӗ-ҫке. Тулли кӗлеткипе хыҫалалла выртса, хӑйӗн кастарнӑ тур ӑйӑрӗн чӗлпӗрне туртса лартса:— Осадчий капитан! — брандмайорсем пушарсенче кӑшкӑрашнӑ чухнехи евӗр, хӑравҫӑлла та хӑрӑлтатакан сасӑпа этемле мар тискеррӗн кӑшкӑрчӗ вӑл. — Чӑнах-и? Офицерӑн, ара, хӗҫ тыткалама пӗлмеллех-ҫке ӗнтӗ… Чӑнах та ӗнтӗ восстание хутшӑннисенчен хӑш-пӗрисем — питех те йӗркеллӗ ҫынсем. — Ун чухне вара каҫару ан кӗтӗр! — терӗ те пӗрремӗш сасӑ. — Гирей-хана шанма пулать, унӑн пӗтӗм ӑрӑвӗ — аван ҫынсем; унӑн ашшӗ манӑн шанчӑклӑ кунакчӗ. — Чӗрӗ-и? Пулма пултарать. Йытӑсем, хӳрисене питӗ хӑвӑрт ҫавӑркаласа, сӗлӗ пашалуне парасса кӗтеҫҫӗ; лупас айӗнче лашасем урисемпе тапӑртатса кӗҫенеҫҫӗ… Ҫакӑ вара Томӑн малалла калаҫас килнине пӗтерсе хучӗ. Комиссар ҫак корреспонденцие ҫав тери пысӑк туйӑмпа, ҫапӑҫура вӑл пӗлмен-палламан лётчиксем мар, унӑн кавалерисчӗсем чапа тухнӑ пек вуларӗ. Вӑл ҫав тери йӗрӗнсе, хӑраса кайрӗ, тӑван ашшӗ вара ӑна ҫак тӗттӗмлӗхре темле усаллӑн туйӑнчӗ. Анчах вуҫех те васкамасть курӑнать, вӑраххӑн, канлӗн уттарса пырать. — Епле телейлӗ кун паян маншӑн! Унта темиҫе йӗрке кӑна пулчӗ. «Пӑлхав ҫӗкленчӗ, вӑл хӗрсе пырать! Нимӗҫсем артподготовка пуҫларӗҫ. — Эх, ухмахсем, — кӗтмен ҫӗртен каларӗ Кораблев, — вӗсем тӗнчере чи йӗркесӗр ҫынсем! Рада пӗр кӗтессе лӑпчӑнса ларчӗ, вӑл вырӑнтан та тапранаймарӗ. Паллах, хӑйсенчен малта мӗнле стрелковӑй чаҫсем тӑнине моряксем пӗлмеҫҫӗ, ун ҫинчен вӗсене пӗлме те кирлӗ мар. Аялти икӗ хутра баррикадӑсем тунӑ, шӑтӑксене питӗрсе лартнӑ, алӑксене хулӑн пӗренесемпе тӗкӗленӗ; аялтипе ҫӳлти хутсене ҫыхӑнтаракан пусма картлашки патне тухакан алӑка кӑна уҫӑ хӑварнӑ, ӑна тапӑнакансенчен питӗрни хӑйсемшӗн хӑрушӑ пулнӑ пулӗччӗ. Скайльс ҫирӗп табака тарӑннӑн ӗмрӗ. — Динго мӑйкӑчӗ ҫинче те ҫав саспаллисемех! — Ҫаплах пулма кирлӗ ҫав, — килӗшрӗ Никодим пуп та. Пӗр сӑмахпа каласан, Саня туйӗ хаваслӑ пулчӗ, анчах та таҫта шалта, хамӑн чунӑма кичемлӗх пусса илнине те туйрӑм эпӗ, кун пирки хама хам та ӗненмерӗм. — Кам ҫинчен калатӑн эсӗ, Фелим? — Йӗпе? Теприн нимӗн те ҫук пулсан? — Эсӗ священник. Хваттертен тухрӗ, тӗп алӑка питӗрсен лаптак ҫӑра уҫҫине жилет кӗсйине чиксе хучӗ. — Ҫамрӑк пулма аванрах-и? Ҫӗнӗ Зеландирен Вальпараисӑна ҫитес ҫул пӗрер эрне вӑрӑмрах пулнишӗн ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар. Хӗпӗртес килнӗ туйӑм пӗтӗм юн тымарӗнче выляса тӑрать. Эпӗ хам ҫири айӑпа кирек-мӗнле вӑхӑтра та сирме пултарасса ӗненнӗскер, ку ӗҫӗн чӑн енӗсене пӗлсе, ҫак хӗн хурӑн айӑпне вӑл пӗтӗмпех хӑй ҫине илнӗ. Ҫак сӑмаха виҫҫӗмӗш хут персе ярсан, тӑн кӗчӗ пулас ӑна, йӑнӑшне тӳрлетме хӑтланчӗ. — «Пытару ӗҫки» тесе питех каламаҫҫӗ, паллах, «пумилкке» е «асӑнни» теме хӑнӑхнӑ. — Ну, мӗскер? Ҫитмелле пек-и? — ҫӗҫҫине пытарнӑ май, чеен кулса ыйтрӗ вӑл. Старикӗн виртлевлӗ сӑмахӗсем Фомана кӳрентернӗ те, ҫиллентернӗ те. Арҫынна тесен, кирек хӑҫан та ҫапса пӑрахма хатӗр тӑраканскер, вӑл хӗрарӑма нихҫан та тивмен, чӑн та ӗнтӗ, хӑш чух ытлашши тӑвӑлса кайсан, вӑл вӗсене те еренкӗсӗр вӑрҫса пӑрахма чӑрмансах тӑман. Ӑҫта ҫитсе лекрӗм-ха эпӗ? … полка, таҫта киргиз-кайсаксен чиккине, аякри ҫеҫенхирти крепӑҫе!.. Анчах кухарка ҫав тери каҫса кайса кулать, ҫавӑнпа эпӗ те ирӗксӗрех йӑл кулса илтӗм те, унӑн тӗкӗрӗ ҫине пӑхрӑм, ман пит куҫа хӑрӑмпа хуп-хура сӗрсе лартнӑ. Вӑл шурса кайнӑччӗ, куҫ хӳпанкисем хуралса ларнӑ, сулахай питҫӑмартийӗ пӗр вӗҫӗмсӗр тытамаклӑн турткаланать, унтан ҫӳлерехре вара, тӑнлав айнеллерех, шыҫса хӑпарлӑ пысӑк лаптӑк кӑваккӑн ҫуталать. Ҫав вӑл хаяр Тохтамыш вырӑс ҫӗрӗ ҫине, христиансем ҫине тапӑнассине палӑртнӑ…» Хопровпа унӑн арӑмӗн виллисене тупнӑ ирхине вӑл Нагульновпа тата Разметновпа чылайччен калаҫрӗ. Лешсем те нимӗн калама, никам ҫине шухӑшлама аптраса тӑраҫҫӗ. Ҫав шуйттансем пирӗн хыҫран хӑваланӑ пулсан, — эсӗ пӗтеттӗн. Эпӗ кулач илсе пырсан, хӗрарӑмсем ӑна пит тишкерсе пӑхаҫҫӗ, ывӑҫ тупанӗ ҫине хура-хура виҫсе ҫапла ыйтаҫҫӗ: — Татӑк пулманччӗ-и? — Эпир сехетре ҫӗр километр каякан экспресс яратпӑр. Эпир Петькӑпа иксӗмӗр хамӑр шкултан вӗренсе тухнӑ Электросила заводра ӗҫлекен слесарь Сема Гинзбург патӗнче пурнатпӑр. Шӑрӑх кун, аллине пӗр пӗчӗк ҫыхӑ тытса, Мария Яковлевна киле таврӑнчӗ. Вӑл, шурса кӑвакарнӑскер, чӗтреве ӳкнӗскер, халӑхпа лӑнк тулса ларнӑ офицерсен столовӑйне ыткӑнса пырса кӗрет. Час-часах хамран ыйтатӑп вара: мӗншӗн ытла ҫине тӑрса ҫав ҫамрӑк хӗрӗн юратӑвне тупасшӑн ҫунатӑп-ха, ӑна улталасшӑн та мар-ҫке, качча та илес ҫук ӑна эпӗ? — Сывлӑх пултӑр, ӑслӑ хӗрача! — терӗ амӑшӗ ачашшӑн. — Акӑ мӗнле ӗҫ, Тая, — пуҫларӗ Павел пусӑрӑннӑ сасӑпа, хӑйсем тӗттӗм пӳлӗмре пӗр-пӗрне хирӗҫ, Тая вӑл сывланине туймаллах, ҫывӑх ларнӑ хыҫҫӑн. Ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑкскере-ҫке вӑл нумаях та пулмасть юратса пурӑннӑ. Гаяквиль курӑкӗнчен тунӑ шлепкесем, темшӗн панама тесе калаканскерсем, пӗтӗм кӑнтӑрӗпех пит сарӑлса кайнӑ, Техасра та ҫавнашкалах. — Эпӗ хатӗрлӗп ӑна. Унтан тата, карап поварӗ ҫак палламан вырӑнта пӗччен ҫула тухнине мӗнпе ӑнлантармалла-ши? — Енчен те эсӗ калла тӑватӑн пулсассӑн, нумай-нумай кӳренӳ, мӑшкӑл та терт-асап ӳкет вӗт сан ҫине. Пӳлӗмре ӑшӑ та тӗксӗм пулнӑ, унта ӑвӑс ҫуртасем, сарӑ чечексем пек, сиккелесе ҫуннӑ. — Мӗнле куҫакан пурлӑхпа? Ахаль япаласем пирки те, уйрӑмах ачасем пирки, эпир кашнийӗ хамӑра майлӑ шутлаттӑмӑр. Пӗр минутран вӑл Том хуйӑр ҫине чӗркелесе ҫырнӑ йӗркесене вуларӗ те куҫҫулӗ юхтарса ҫапла каларӗ:— Ҫак ачана эпӗ ҫӗр пин ҫылӑхран та каҫарма пултараттӑм! — терӗ. Саншӑн интереслӗ вӑл. — Ах, мӗнле-ха апла эсир, Михал Иванович, — ҫилленсе кайрӗ Михайлов: — чӗрӗ пулсан, епле пӑрахса хӑваран, вӗлернӗ пулсан та, ҫапах та, ӳтне те пулин ҫӗклесе тухмаллаччӗ, — кирек мӗн тӑвӑр та, ҫапах та, генерал ординарецӗ вӗт-ха вӑл, кам пӗлет, вилмен те-и тен-ха. Ҫапла пулса тухрӗ: эсӗ малалла иртсе кайсан, эпӗ кӗтесре Драгуновпа чарӑнса тӑрсан, кӗтесрен Исай тухрӗ те пирӗнтен аяккарахра тӑчӗ. Каҫарсамӑр манӑн чӑрсӑрлӑха, эсир юратмастӑр вӗт мана, нихӑҫан та юратас та ҫук? — Сана пурне те кӑтартса пар! Анчах килӗштереймерӗмӗр! Кашни материалах хӗрхенмелле, ним те пустуй выртмасть. «Вӗсем пекех, Ерошка мучи пекех, пурӑнкалатӑп та вилетӗп. — Анне, эпӗ пӗлетӗп сан ӗмӗтне. Анчах та Марья Васильевна пьесӑна тӗлӗнмелле лайӑх, терӗ. Монтосьель бригадир пек пулман вӑл, лешӗ пӗрмай хӑратма юратнӑ, анчах чӑннипе нимех те туман, сӑмахпах ирттерсе янӑ, анчах 64-мӗш номерлӗ полицейски асӑрхаттарма юратах кайман, тӳрех протокол ҫырас ӗҫе тытӑннӑ. Епле куҫ хыҫӗнче ҫавӑн пек калама пулать? Мана служить тума мӗнле те пулин урӑххине пар. Ҫынсем икӗ ушкӑна уйрӑлчӗҫ, — пӗр ушкӑнӗ, станавоя хупӑрласа илсе, ӑна кӑшкӑрса ӳкӗтлерӗ, тепри, пӗчӗкрех ушкӑнӗ, хӗнесе пӗтернӗ ҫын патӗнче тӑрса юлса, хуллен ҫилӗллӗн кӗрлерӗ. — Мур илесшӗсем! — мӑкӑртатрӗ Боримечка. Хӗр хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӳрлетнине те илтрӗ вӑл. — Эпӗ мӗн тусан та вӗсем мана ҫаплах курайман, малашне те кураймӗҫ. Ҫав пӗртен-пӗр хутра ҫеҫ, — эпӗ астӑватӑп, — аҫа ҫури ним чӗнмесӗр вӑл кулса илчӗ. Эпӗ тӑтӑм та пӗве хӗрне пит ҫума кайрӑм. — Вӑл ман аттепе пӗр тӑван пичче пулать. Кӳршӗсем ҫавна кураҫҫӗ, анчах хайсен пӳрчӗсем умӗнче тӑрса калаҫаҫҫӗ ҫеҫ: ах, епле маттур ку ҫын, ах, епле маттур! Яков старике нумайччен, ҫине тӑрса тӗпчерӗ, анчах лешӗ кунтан уҫӑмлӑрах тек нимӗн те калама пултараймарӗ: — Хӑвах куратӑн, Яков Петрович, — терӗ вӑл. Эпӗ кунта уҫӑлма тухсаттӑм. Эпӗ ӑҫта та пулин сулхӑнра пӗр сехетлӗхе те пулин выртса канас шухӑшпа та килӗшмесӗр пытӑм; манӑн йыттӑм, хӑйӗн васкавлӑ ӗҫӗнчен нимӗн усси те пулас ҫуккине пӗлнӗ пулин те, нумайччен тӗмсем хушшинче тустарса ҫӳрерӗ. Эсир хушсан, эпир ӑна тытма пикенсе пӑхӑпӑр; ӑна тытсан, миссис Гленарван та хӗпӗртесе кайӗ, тата иккӗленсе тӑрасси те пулмӗ. Мӗн те пулин йӗркесӗртерех каларӑм пуль эпӗ. Анчах мана хам мӗн илтнине пӗтӗмпе пӑхмасӑр калама ҫӑмӑлтарахчӗ, хам сӑмахпа каласа пама вара йывӑртарахчӗ. Калама пуҫлатӑн — дачниксем кӳренеҫҫӗ: «Фу, епле путсӗр япала!» теҫҫӗ. Хӑрушах аманнӑ-и вӑл? — Кусене ҫунтарса ямалла, ыран эпӗ ӑна ҫӗнӗ тумтир илсе парӑп. Гор ун ҫине хӗрелнӗ куҫӗсене ҫӗклерӗ, Гусев пуҫне ҫавӑрса ҫыхнӑ юнлӑ ҫӗтӗке, унӑн сарлака шӑмӑллӑ, ҫирӗппӗн кавлекен питне, тӑртанчӑк мӑйӑхне, сарӑлчӑк сӑмса шӑтӑкӗсене тимлӗн тӗсет. Ҫак ҫулҫӑ кӑшӑлтатса тӑкӑннӑ кун вӑл кунӗпех хӑйӗн чӗри мӗне систернине итлесе, хӑраса пурӑнчӗ. Вӑл эсир ҫӗнтернине йышӑнчӗ. Ҫавӑнпа ҫыпӑҫрӗ те вӑл Тимофей ҫумне. Гимназист Окушев, аптекарь ывӑлӗ, ҫӳҫне тӑрӑшса ункӑлатса янӑскер, сӑмах ыйтрӗ. — Эпӗ Борщевӑна курман, анчах, ман шутпа, ҫак тумтиртен лайӑххи нимӗн те пулма пултараймасть. Вӑл сана мар, мана асап кӑтартнӑ, кӳпкенӗ вӗт-ха? Акӑ кельнер сӗтел ҫинчен пуҫтарсанах, эсир пире, Дмитрий Павлович, хӑвӑр имени ҫинчен пӗтӗмпех каласа парӑр — мӗнлескер вӑл, мӗнле хакпа сутатӑр, малтан мӗн чухлӗ сататкӑ ыйтатӑр — пӗр сӑмахпа каласан, пӗтӗмпех! Эпӗ вунпилӗк ҫул хушшинче мӗн туман? — Ухмах пулсан та ҫакӑн пекех ҫуралнӑ. Эсӗ акӑ сӗмсӗр, Иуда, сутӑнчӑк чун, — ятлаҫса илчӗ Лодыжкин. Хӑранипе эпӗ ҫӗҫҫе курӑк ӑшне ӳкертӗм те ӑна шыраса та тӑмарӑм: мана ҫав тери намӑс пулчӗ. Эпӗ ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса илтӗм. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм! Виктор ӑна хӗтӗхлетчӗ: — Яра парӑр, мамаша, мӗн вӑтанмалли пур! Эсӗ нумайранпа-и утрав ҫинче? Анчах эпӗ… Мана пин хут каҫарӑр, мадам… Эсир мана пӗр самантлӑха ҫутта сӳнтерме тата чаршава антарма ирӗк парсан, мана пӗр япала канӑҫ памасть, эпӗ унӑн ятне те пӗлместӗп… Эпӗ тӑтӑм та, хамӑн патакӑм ҫине таянкаласа галерея тӑрӑх тӑвалла утрӑм. Паянах тухса каяс тетӗр пулсан, сирӗн тата темиҫе сехет ҫеҫ юлать ӗнтӗ. Граждан вӑрҫипе ют патшалӑхсен интервенцийӗ вӑхӑтӗнче ҫав скептиксен ушкӑнӗ калатчӗ: Совет влаҫӗ, сӑмах та ҫук, начар япала мар, анчах Деникинпа Колчак плюс иностранцӑсем ӑна ӳкереҫҫӗ-и тен. Карчӑк патне епле пырса кӗрес ӗнтӗ манӑн? Нагульнов ӑна ҫӗнӗ хваттере, ача-пӑчасӑр колхозник Филимонов патне ӑсатса ячӗ. Текех ӗнтӗ сехет кирлӗ пулман. Тӑхта! Ку пачах христианла мар-ҫке. Вӑт Аркадие ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ те «шӑллӑм» терӗ, кивӗрех фрак тӑхӑннӑ Базарова пичӗ урлӑ сапаланчӑклӑн та хисеплӗн пӑхса тата ӑнланмалла мар, ҫапах кӑмӑллӑн «эпӗ»… тата «ҫҫма» тесе мӑкӑртатса ӑнланмалла мар темӗскер каласа кӑмӑл турӗ. Чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ Муана королева катафалк евӗрлӗ япала хыҫӗнче утса пырать. Эпӗ вӑл сирӗн патӑрта тыткӑнра пурӑнатӑп… Вӗсен председателӗ пулма Яков Лукич Островнова лартмалла. Кӑвак этем ушкӑнӗ, пӗр икҫӗр метр сарлакӑш пулӗ пӗр чарӑнмасӑр оборона патнелле ҫывхарса килет. Эпӗ те михӗсене ҫӗклерӗм, вӗсене йӑтса кайрӑм, пӑрахрӑм, унтан каллех чупса кайса ҫӗклерӗм; мана эпӗ хам та, таврари пур ҫынсем те тӑвӑллӑ ташӑра ҫавӑрӑнма тытӑннӑ пек, ҫак ҫынсем ывӑнма пӗлмесӗр, хӑйсене хӗрхенмесӗр ҫакӑн пек хӑрушшӑн, хаваслӑн уйӑхсем, ҫулталӑксем хушши ӗҫлеме пултарас пек, вӗсем хулари чиркӳ тӑррисемпе минаретсенчен тытса, вӗсене хӑйсем ӑҫталла туртса каяс тенӗ — ҫавӑнта туртса кайма пултарас пек туйӑнчӗ. — Вӑл мустангсене тытмалли карта, — терӗ Морис. Уяв-им сирӗншӗн?.. Ҫак ӗҫе хӑй йӗркипех кайма ирӗк парас мар-ши, ҫак лутра та тӑвӑр пӳртри тусана ҫавӑрттармасан та юрамӗ-ши? Анчах эпӗ — ун пек юратма пӗлместӗп! Вӑл Корпусной аэродрома кашни кунах киле-киле каять. Динго вӑрӑммӑн йынӑшса илчӗ те юханшыва хупласа тӑракан ҫӑра тӗмсем хушшине кӗрсе ҫухалчӗ. Кила манӑн, улпут…. Ҫав Щукарь мучие ӑҫта хурам-ха эпӗ? — Ну? Ку аван, ҫакна эпӗ пӗлсе тӑратӑп, унӑн ӗҫне хутшӑнмастӑп. Лере, аякра, ҫил арманӗ хӑлаҫланать… Хӗр ӑна аллине тӑсса парса:— Ӗҫ мӗншӗн чарӑнса тӑрать-ха эппин? Ун ҫинче ҫӳхерех сӑн-питлӗ, хитре, кӑшт курпунтарах сӑмсаллӑ, пӗчӗк уссиллӗ, тӑп-тӑп туталлӑ ҫамрӑк йӗкӗт пӑхса ларнӑ. Крэнкбиль хӑй тӗрӗс тунине пӗлсех тӑнӑ, ҫавӑнпа парӑнман вӑл. Мӗнле чирпе вӑл вилнӗҪак ырӑ вӑхӑтра? Нумай япалана ӑнланать. Эпӗ вара вӑл чӗлхене кача пӳрне чухлӗ те пӗлместӗп, пӗлесшӗн те мар. Вӑл чӑнах та ҫапла, Петр, эс хӑвӑнтан ху тӑшмантан хӑранӑ пек, хӑратӑн… Господин Бьярне ятлӑ капитан пӑрахут хӗрринче тӑрать. Сехет тупрӑмӑр, сунара ҫӳремелли ҫӗҫӗ, йӗлтӗр патаккисем, «Ремингтон» системӑллӑ хӑрах кӗпҫеллӗ икӗ пӑшал, сӑран жилетка, темӗнле мазь сӗрнӗ чӗлӗм. Ну, ӑҫта пултӑр-ха ӗнтӗ?.. Ан кулян, Савельич: турӑ ырӑ кӑмӑллӑ, тен пӗр-пӗрне татах та курӑпӑр! — Федюшка! — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ тачкин сасси кантуртан. Мӗн тӗлӗнтерет? Тата эпӗ унта аттен хӑйрине пӑрахрӑм, ӑнсӑртран ӳкернӗ пек пултӑр терӗм ӗнтӗ. Вӑл Яхно виле тӑпри умӗнче тӑнӑ пек, пӗрер минут хушши пуҫне усса, чӗнмесӗр тӑчӗ. Иккӗшӗ те пӗр шухӑшах шухӑшлаҫҫӗ, анчах нихӑшӗ те пуҫласа калама хӑймаҫҫӗ. Палата йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. — Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе мӑкӑртатса илнӗ Зеб. Эпӗ ют ҫӗршывсенче пулнине пӗлсен, вӑл татах хӗрӳленсех тӗпчесе ыйтса пӗлме тытӑнчӗ… Хӑрарӑр пулӗ, э? Ҫакна пула эпӗ пирӗн акӑлчан дамисен ӳчӗ шуррипе ҫемҫи тӗлӗшпе пӑртак шухӑша кайрӑм. Тандильре, хула манерӗсемпе тунӑ темиҫе ҫуртсӑр пуҫне, шкулпа чиркӳ пур. Ҫамрӑкӑн чӗринчи нихҫан иртмесле тӗлли-паллисӗр тунсӑх хаяр чӑркӑшлӑхпа улшӑнать, ҫакӑнпа пӗрлех унӑн вичкӗн туйӑм вӑйӗсем те ӳссех пыраҫҫӗ. — Мӗн, тата ҫӗне ҫылӑх турӑн-им? — ыйтрӑм эпӗ. Ҫурт алӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑрса таччӑн хупса лартнӑ чӳрече хуппинчен хуллен шаккатпӑр, — чӳречене темле сухаллӑ ҫын уҫать, ун хыҫӗнче эпӗ сӗм тӗттӗм тӑнине ҫеҫ куратӑп, — пӗр сасӑ та илтместӗп. Ҫав вӑхӑтра, — ку вӑхӑта эпӗ ҫамрӑклӑх тапхӑрӗпе яш ӗмӗр хушшинчи чикӗ тесе шутлатӑп, — ман ӗмӗтсен никӗсӗнче тӑватӑ тӗрлӗ туйӑм тӑчӗ; пикене, шухӑшласа кӑларнӑ хӗрарӑма, юратни; ун ҫинчен эпӗ яланах пӗр евӗрлӗ ӗмӗтленетӗп, ӑна ӑҫта та пулни тӗл пулассине кашни минутрах кӗтетӗп. — Ну, акӑ, каллех тӗл пултӑмӑр, — терӗ вӑл ӳсӗркелесе. — Мӗнпур сӑмахсене ил, паратпӑр! Маякин, Фома ӗҫӗсене ертсе пыма унран ӗнентерӳ илнӗскер, юриех ӑна айӑккинче хӑварман, куллен кун тенӗ пек Фоман хӑй ҫинче выртакан ӗҫсен йывӑрлӑхне туйса тӑмалла пулнӑ. Унӑн ҫамрӑк ывӑлӗсем те темӗнле шиклӗхпе тата ҫав вӑхӑтрах савӑнса хӑйсене ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен тӗрӗслерӗҫ, вара пурте каллех лашисем ҫине утланса Ceчӑран ҫур ҫухрӑмра ларакан пӗр хутора пырса кӗчӗҫ. Комиссири пӗр юлташ ҫирӗ ман пуҫа. Вӑл каять. Эп ыйтмарӑм та, Кораблевпа вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ пурпӗрех кашни сӑмах таранччен пӗлетӗп, килне таврӑнсан Николай Антонычпа епле калаҫнине те пӗтӗмпех туйса илетӗп. — Ӑҫта? — Ак мӗнле! Унтан хупах алӑкне хыттӑн ҫапни кӗрлетсе кайрӗ, кун хыҫҫӑн алӑк тыткӑчи хускалчӗ тата питӗркӗч чанклатрӗ — тахӑшӗ кӗме хӑтланать. Шалта та, тулта та шӑплӑх тӑрать. Артур вара пачах ҫав усал Бертонсем тӗслӗ марччӗ. — Мӗн пирки? — терӗ вӑл тӳсеймесӗр. Уксах Яфет мана чарма хӑтланса пӑхрӗ те, анчах эп унран тарса хыҫалти алӑкран тухса чупрӑм. Анчах эпӗ унта хӑрушӑ пулма пултарать тесе шутламанччӗ. Вӑл Блефускуна тарса каять. Таварсене пытарчӗҫ вӗсем. Пуҫӗнчен чул пырса лекнӗ-мӗн ӑна. Ҫывӑрмалли пӳлӗмре лампада сӳннӗ пек, тунсӑхлӑ, салхуллӑ, темӗн ҫитмен пек пулса тӑчӗ. Ырӑ сунатпӑр, ырӑ сунатпӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ. Йӑмӑкӗ, пуҫне тата та ҫӳлерех сӗлтсе, юрра вӗҫлесе хунӑ: — Юрату хуйхи мӗнле ик-кен-не! Кашни алӑ валли темиҫе аккорд пӑхмасӑр калама вӗренсе вӑл фортепиано умне ларнӑ, вара, ҫав мӑкӑр иероглифсенчен хӑй те кӗтмен ҫӗртенех пӗр тикӗс янӑравлӑ сасӑсем пулса тӑрсан, вӑл ҫав тери савӑнса, чунтанах хавхаланса кайнӑ, ҫак ним мар кичем ӗҫ уншӑн илемлӗ те илӗртӳллӗ пулса тӑнӑ. Вӑл сак ҫинчен тӑчӗ те, типшӗм те вӑрӑм пӳрнисемпе чӳречене карнӑ утияла тӗрткелерӗ. — Николай Антоныч-и? Лейба лавҫа тара тытрӗ — лашапа вӑл питех те маттур ҫӳрет; почтӑра миҫе сехетне ыйтса пӗлчӗ; калама ҫук капӑр ир; Миките юр вӗҫтерсе лартнӑ ҫутӑ чӳрече патне пынӑ та, пушӑ аврипе шак-шак! тунӑ. Чӳрече тӗлӗнче вӗҫкелекен юр чӳрече ҫуттипе йӑлтӑртатнӑ. Эпӗ ӗнтӗ йӑлтах пӗлетӗп. — C'est possidle. Хирте моторсен кӗрлевӗ вӑйлӑлансах пырать, тупӑсенчен пенӗ сасӑ, снарядсем ӳке-ӳке ҫурӑлни илтӗнет. Ҫак пӗтӗмӗшле кӗрлевре сайра-хутра ҫеҫ ҫынсем: «А-о-о-о!» тени илтӗнкелет. — Сыв пул. Вара пӗр ҫирӗм ҫул иртсен вӑл, тен, ӗлӗк пулнӑ ӗҫе пӗр шикленмесӗр аса илме пултарӗччӗ. Вӑл куҫне заговорщиксен пичӗсем ҫинчен пӗчӗк мисс Сетби тӑрӑшсах ӗҫлесе ларакан пичетлекен машинка ҫине куҫарнӑ. Шкунӑна вӑл вуҫех юратса пӑрахрӗ. Помещик майрисен ӗҫне ик-виҫ хут йӑнӑш татса панӑ хыҫҫӑн, вӑл хӗрарӑмсен ӗҫне урӑх татса та памастӑп, килӗштерместӗп те, тесе пӗлтернӗ. — Пур сукмакпа та пупа кайса лекмелли ҫук ӗнтӗ, ӑҫтан пӑрӑнса кӗмеллине пӗлес пулать. Розӑсемпе тӗрленӗ пурҫӑн ҫитти витнӗ сӗтел хушшинче алӑка тӳртӗн хӗрарӑм ларать. Тупӑк умӗнче каланӑ сӑмах лайӑх, анчах ытлашши вӑрӑм та кичем пулчӗ; унтан король те, тупӑк умне пырса тӑрса, яланхи пекех кирлӗ-кирлӗ мара сӳпӗлтетме тытӑнчӗ; кайран тупӑкҫӑ, отвертка тытса, тупӑк патнелле йӑпшӑнса пычӗ. Кун хыҫҫӑн манӑн этемсене яланах йывӑҫ ҫинче пурӑнмалла тӑвас килет. Сводкӑна илтрӗн-и? Артамонов мунча ҫенӗхне асӑрхануллӑн пуҫне чиксе пӑхрӗ те кӗтесре, тӗттӗмрех ҫӗрте, хӑйӗн тӑшманӗн пӗчӗк кӗлетки сак ҫинче выртнине курчӗ. Ҫирӗм пилӗк тенкӗ илес тетӗн-и? Аркадине пуринчен ытла сонатӑн юлашки пайӗ, тыткӑна илекен хавас та шухӑшсӑр юрӑ варринчех сасартӑк трагедилле пек хурлӑхлӑ хуйхӑ пуҫланса каякан пайӗ килӗшрӗ… Эпир хамӑр лашасене нумайтарах кантарсан, лайӑхрах пулӗ. Мужиксем вӗсене пурне те ярса илсе ҫыхрӗҫ те пуҫлӑхсем патне илсе кайрӗҫ. — Тутӑрне шывпа йӗпетсе пуҫӗ ҫинче тытса тӑр, эпӗ леш ухмахне тухса шырам, — терӗ. Сасартӑк мана питӗ кичем пулса кайрӗ. Е тӑван станица аса килчӗ-и? Вӑл тинӗс шывӗнчен пин те икҫӗр аллӑ фут ҫӳлте тӑрать. Каштанка карӑнса, анасласа илнӗ, унтан хаяр та кичемскер, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫавӑрӑннӑ. Хӑйӗн телейне тӑруках ӗненме — унӑн хӑйӗн тулман ӗмӗчӗсем пирки кӳренмеллисем ытла та нумай пулнӑ ҫав. Мулӑн ытти пайӗ — кӗмӗл чӑмӑрккисем тата хӗҫпӑшалсем — унтах, вилнӗ Флинт пытарса хӑварнӑ вырӑнтах выртаҫҫӗ. Ман шутпа, ан тив выртчӑрах ӗнтӗ. Мӗнле ҫын-ши вӑл, ҫакна пӗлесчӗ манӑн! — терӗ хуларан килнӗ пӗр ҫын. Кунта ман мулкач йӳҫенкӗ куҫҫульпех макӑрса ярать: «Ах, мӗншӗн парнелерӗн эсӗ мана, кашкӑр, ҫак виҫӗ куна! Вӑрмансем хуллен, хуйхӑллӑн, чарӑнмасӑр тенӗ пек, хӗрлӗ ҫулҫӑсене сапалаҫҫӗ. — Ун пек пысӑк упана эпӗ ку таранччен те куран, — тенӗ малалла Баун ятли: — анчах упи ӑна хирӗҫ тӑрасшӑн мар пулса пӑрӑнчӗ те, васкамасӑр пӑр ҫинелле кайма тытӑнчӗ. Гарриспа Негоро та — ҫакӑн пек ҫынсен аскӑн-тӗскӗнӗ. Вӗсем Вӑтаҫӗр Африкӑри ытти пӗчӗк «хура тавар» сутуҫисем пурте паллакан чура сутуҫи Жозе-Антониу Алвиш патӗнче службӑра тӑнӑ. Камерон лейтенант Алвиш ҫинчен тӗлӗнмелле япаласем пӗлтернӗ. Тимур пӑлханать, ҫапах вӑл хӑйне ҫирӗп тытать. Акӑ мӗн интересно: ман савӑт индеецсен куҫӗ тӗлне пырса лекмен-ши? — Эсӗ пӑх-ха, чӑптаҫӑ арӑмӗ мӗнле тумланса ларнӑ! Ку япала шӑпах кирлӗ тӗле пулчӗ, мӗншӗн тесен ман туран шӑлӗсем хуҫӑлса ӳксе пӗтрӗҫ, анчах ку ҫӗршыври пӗр маҫтӑр та ҫӗнӗ тура тума пултараймарӗ. — Вӑл мӗн каларӗ? — хӑвӑрт ыйтрӗ амӑшӗ. Уиткомбпа пӗрле Яков Лупер текенскер ҫӳренӗ, кайранласа ҫак ҫын «Литтльтон-Таймс» хаҫатра ҫулҫӳревпе катастрофа ҫинчен отчет пичетлесе кӑларнӑ. — Ку чӑн та аван япала! Бурсак аллине хускатма та пултараймарӗ, вӑл миххе ҫыхса лартнӑ ҫын пек тӑчӗ; ҫав вӑхӑтрах воевода хӗрӗ хӑюллӑн ун патне пычӗ те ун пуҫне хӑйӗн чаплӑран та чаплӑ диадемине тӑхӑнтарчӗ, тутасенчен алкасем ҫакса ячӗ тата хулпуҫҫисене ылттӑнласа пӗтернӗ, витӗр курӑнса тӑракан пӗрмечеллӗ шемизетка уртса ячӗ. — Илемлӗ хула, — терӗ вал йӗрӗнсе, — кашни килтех — йытӑ, городовойсем — тискер кайӑксем. — Саншӑн пурпӗрех-и? — терӗ тӗлӗнсе кайнӑ Джеймс; ҫав вӑхӑтра унӑн арӑмӗ кулса ячӗ те ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ. — Юратнӑ аннеҫӗм, — тет ӑна хирӗҫ Елена, — мӗн пулнипе йӑпанӑр ӗнтӗ, унтан та япӑхрах пулма пултарнӑ; эпӗ вилме пултарнӑ… Кӗҫех старик йӑлт халтан кайрӗ; ҫӗре тӗшӗрӗлсе анса, алӑк янаххи ҫумне сӗвенчӗ. «Кӑшт канатӑп та сана вӗлеретӗп», — тет. — Эпӗ хирӗҫ мар. — Эсир ӑна ашшӗ вилни ҫинчен пӗлтерсен мӗн пулчӗ? Эпӗ шансах тӑратӑп. Риварес хӑрарӗ пулмалла, унӑн пистолет тытнӑ алли усӑнса анчӗ, тепӗр аллине вӑл ак ҫапла ҫӗклерӗ! — Марконе сулахай аллине куҫӗ патне ҫӗклесе Риварес аллине ҫӗкленӗ пек туса кӑтартрӗ. — Ҫакӑнта вӗсем ун ҫине ыткӑнчӗҫ те ӗнтӗ. Пурте сывпуллашрӗҫ ӗнтӗ. Огнянов ирӗксӗрех кунӑҫса шӑпланчӗ. Кӑнтӑр енче улӑп пек смерч ҫӗкленчӗ; шӗвӗр пуҫӗпе шыв ҫинче ҫавӑрӑнса, вӑл ҫӳлелле ҫӗкленсе ашкӑнакан шыва ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе пӗрлештерчӗ. Чӑтма ҫук пӑчӑ, анчах ӑна никам та асӑрхамасть. Эпӗ сирӗн чухлӗ сухаласа пӑрахӑп тетӗр-и? Икӗ ҫухрӑм та кайманччӗ, пӗтӗм таврана, нӳрленнӗ ҫаран ҫине, симӗсленнӗ сӑртсем ҫине, вӑрман ҫине вӑрӑммӑн курӑнса выртакан тусанлӑ ҫул ҫине, ҫутӑ хӗрлӗ курӑнакан йывӑҫ тӗмӗсем ҫине, сирӗлсе пыракан тӗтре айӗнче вӑтаннӑ пек сарӑлса кӑвакарса выртакан шыв ҫине тин тухнӑ хӗвелӗн малтан тӗттӗм хӗрлӗ, кӗрен, вара ылттӑн пек илемлӗ, ҫамрӑк, ӑшӑ ҫути килсе тӑкӑнчӗ… Ҫут тӗнче вӗрке пуҫларӗ. — Ҫырлахсамӑр, Анна Сергеевна, — терӗ Аркадий: — эпӗ телей вырӑннех шутлӑттӑм… Тройӑна ҫӗмӗрсе пӗтернӗ чухне те, Рим хули никӗсне хунӑ чухне те, Христоса пӑталанӑ чухне те, вӑрҫса илекен Вильгельм Британи империне пуҫтарнӑ чухне те, Колумб тинӗселле тухса кайнӑ чухне те, Лексингтон патӗнчи ҫапӑҫу ҫӗнӗ хыпар пулса тӑнӑ чухне те, пирамидӑна тунӑ вӑхӑтрах ҫав тумламсем тумласа тӑнӑ. Чӑнах та, унӑн ҫак картини хӑйӗн унчченхи произведенийӗсенчен чи лайӑххи пулнӑ. Ҫав кунах укрепленисене икшер тупӑ турттарса килсе, вӗсене пит вӑйлӑн авӑрларӗҫ, ҫӗре чавса урапа ҫине лайӑххӑн ҫирӗплетсе лартрӗҫ, хыҫалтан тупӑпа перекенсене вырнаҫма шӑтӑксем чаврӗҫ. Чугун ҫул клубӗн стенисем ҫынсем хӗснине чӑтаймассӑн туйӑнать. Эпӗ чуста ҫӑрнӑ чух Кунтӑк ҫырла ҫиетӗп, Витре эрех ӗҫетӗп…» Анчах эсӗ мана ан пул. Анчах ку парнене мӗншӗн панӑ-ха, ҫакна вӑл ӑнланса илме пултараймарӗ, ҫавӑнпа унӑн нимӗн чухлӗ те тав тӑвас килмерӗ… Унтан малалла шутларӑм. Анчах Р. поэт марччӗ, контр-адмиралччӗ, ӑна пукан хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан кительне пӑхсах пӗлме пулатчӗ. Кайран кӳреннӗ пек пулчӗ, эрехне ӗҫсе ячӗ, ҫырткаларӗ те кесйинчен сӑмса тутӑрӗ кӑларма пуҫларӗ. — Мӗнле тӑлӑпа? Питех те кӑмӑллӑ господин Томсон ҫав каҫах пире Исланди наместникӗ — Трамп граф патне, епископ помощникӗ — Пиктурсон господин патне, Рейкиявик хула пуҫлӑхӗ — Финзен господин патне лайӑх йышӑнма сӗнсе ӑшӑ сӑмахлӑ ҫырусем тыттарчӗ. Эвкалипт йывӑҫҫисен йӑвӑ тураттисен айӗнче сулхӑн ҫукки вӗсен ҫулҫисем темӗнле ларнинчен килет: вӗсем пичӗсемпе хӗвеле хирӗҫле мар, вӗсем хӗвеле хӑяккӑн лараҫҫӗ. Илья пурне те вӑрҫса тӑкрӗ, анчах темиҫе кунтан, каҫхи апат ҫисе ларнӑ чухне, кӑмӑллӑн мӑкӑртатса:— Сирӗн, ачасем, пӗрре упа тытма кайса килесчӗ, хаваслӑ вӑйӑ! Килкартинче, тӗтре ӑшӗнче, вут ҫуракан пуртӑ сасси илтӗнчӗ. Авӑ, вӑрман хӗрринчен инҫех мар, тӑррине снаряд татнӑ хулӑн хыр, чӗрпӗкленсе хуҫӑлнӑ вуллинчен сарӑ сухӑр юхтарать, — ун тавра арканнӑ пуҫ шӑммиллӗ нимӗҫсем, ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ питлӗскерсем, йӑванса выртаҫҫӗ. Балканӑн ҫара тӳпинче бук кати те ҫук, пытанмалли урӑх вырӑн та курӑнмасть, ӗнтӗ тинех каялла кайсан ухмаха тухниех пулӗччӗ — унта хӑй вилӗмне кӗтсе илме кайнӑ пекех пулать, ҫавна ӑнланчӗ вӑл, пӗр кӗтмен ҫӗртен Бяла Черква тӗлне тухни те кӑнтӑр ҫутинче вырӑнсӑр. Манӑн ҫулсем, характер тата хамӑн пурӑнӑҫ пӑтравлӑ пулни хӗрарӑмпа пӗрле пулма ыйтнӑ, ку — ир мар, каярах та пулнӑ пулӗ. Ачисем пӗр-пӗрин ҫине купаланса янӑрашаҫҫӗ, хавасланса кулаҫҫӗ, ҫуйӑхашаҫҫӗ — вӗсен ян каян сассисем ашшӗне турат хушшинчи кайӑк ушкӑнӗ чӗвӗлтетнӗ пек илтӗнет. Ирхине полк похода тухса кайрӗ. — Тата пӑртак ярса парас-и? — ыйтрӗ вӑл. Акӑ ман атте вилсе кайрӗ. Вӑл Мересьев кӑмӑлӗ мӗнлине тӳрех ӑнланса илчӗ те, ҫывӑрма выртас умӗн питсем ҫуса ҫывӑрмалли пӳлӗмсене саланнӑ чух, ӑна айӑкӗнчен тӗртрӗ те: — Ан кулян, каччӑ, пирӗн ӗмӗре вӑрҫӑ ҫитет-ха! Лешӗ шӳтлешсе ыйтать: «Эсӗ мана, кинеми, мӗнле вилӗмпе вилессине кала?» — тет. Радӑна шанмастӑн-и? Ашшӗ сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ, тӗкӗр патне пычӗ, чӗн пиҫиххине ҫыхрӗ те гимнастеркине турткаласа тӳрлетме пуҫларӗ. Сӑмах май, икҫӗр миля тенӗ чухне эпӗ юханшыв кукӑрӗсен ҫумӗпе каякан ҫула каларӑм. — Теприне парӑр! — Мӗнле чикӗ? Папа облаҫӗнчен-и? Василиса Егоровнӑпа тата унӑн упӑшкипе те сӑмахласа пӑхман-ха; ҫапах та эпӗ хӗрне качча пама ыйтни вӗсене тӗлӗнтерес ҫук пек. Пурте пӗлеҫҫӗ — вӑл глюмглюм анчах; ку титул вара ман титулран, пирӗн патра маркиз титулӗ герцог титулӗнчен мӗн тери пӗчӗк, ҫавӑн чухлӗ пӗчӗк вӗт. Вӗсем тапхӑр-тапхӑрӑн вунпӗр ҫултан пӗрре пулса пыраҫҫӗ иккен. — Рада, эс пирӗнпе пӗрле пыма пултаратӑн-и? — тесе ыйтрӗ вара. Аптранипе вӑл чарӑнса итлесе тӑчӗ. Эпӗ кайрӑм вара, юханшывран тепӗр еннелле пӑрӑнтӑм, каялла пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмарӑм; герцог ман хыҫҫӑн йӗрлессӗн туйӑнчӗ. Кӗленчесенчен пӗрне сасартӑк питӗ пысӑк пӑр катӑкӗ килсе ҫапрӗ те, лешӗ ҫавӑнтах чӑл-пар саланчӗ, унӑн вӗтӗ ванчӑкӗсем пӳлӗм урайӗ тӑрӑх чӑнкӑртатса сапаланчӗҫ. Кил хушшинче йывӑр, машина пек тирпейлӗ, ҫынсемпе ялан хаяр пулнӑ Тихон Вялов аллине шӑпӑр, кӗреҫе, пуртӑ тытса ҫӳренӗ; вӑл васкамасӑр шӑлнӑ, ҫӗр чавнӑ, каскаланӑ, мужиксемпе рабочисем ҫине кӑшкӑркаланӑ. Бульба ҫав тери тӳрккес ҫын пулнӑ. Эпӗ кун ҫинчен шухӑшламан та. Ун ҫывӑхӗнче ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсем, панулми татӑкӗсем выртаҫҫӗ. Асту, ан васка, майӗпен ут. — Вуларӑм эп паян хаҫатра — ҫурт тӗлӗшпе члена суйланӑ сана, тата леш Софья обществин хисеплӗ членӗ тунӑ… Ман халь унпа… тата тӗнчере никампа та курнӑҫма вӑхӑтӑм ҫук. Пӗр хускалмасӑр ларакан Пӑван, ҫав вӑхӑтра ӑна Монтанелли аллипе хуллен тытнине туйса, шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ. Эпӗ кӳренместӗп вӗт, эпӗ пӗртте кӳренместӗп… — Пӗлетӗн-и, мӗн калатӑп эпӗ сана, — терӗ вӑл юлашкинчен, тутисемпе сигарӑна ҫавӑркаласа тата ассӑн сывласа. Ҫапла каланине хирӗҫ суд председателӗ Буриш, тен, ҫапларах ответленӗ пулӗччӗ: — Айӑпланакан Крэнкбиль, Франци королӗсем папӑпа нихӑҫан та килӗштерсе пурӑнман. Ромашова хисеп тумаллах ӗнтӗ куншӑн, ҫак шухӑша вӑл кӗскен те уҫҫӑн каласа пачӗ. Пӳлӗме кӗрсен, вӑл куҫӗсене хӗссе хучӗ те Ромашовӑн пурлӑ-ҫуклӑ мӗскӗн япалисене васкавлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Парӑнуллӑ лӑпкӑ ачашлӑхпа ҫыпӑҫрӗ Олеся ман хулпуҫҫи ҫумне хулпуҫҫийӗпе. Тинӗсрисен ячӗпе Шыв айӗнче ишекен кимӗпе ҫӳрекенсем ку таврашра чи хисеплӗ ҫынсемччӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ вӑхӑтра вӗсем Ҫурҫӗр флотӗнче пуринчен лайӑх ӗҫлетчӗҫ, анчах вӗсен хисеплӗхӗ унпа кӑна мар, вӗсен йӑлисенчи уйрӑм паллӑсем, пӗр-пӗрин хушшинче калаҫни, йывӑр ҫапӑҫусенче пӗрле пулни, вӗсен пӗрмайлӑхне пӗтем ҫак пӗчӗк хулара кӑтартса тӑрать. Вӑл алӑка шаккаса кӗчӗ, пуҫне тайса, малалла ӳпӗнсе илчӗ, хуть те мӗн чухлӗ кӗтме хатӗр тесе ларчӗ те шлепкине чӗркуҫҫи ҫине илемлӗн таянтарчӗ. — Таньӑна пӗлетӗн-и? Пӗтӗмпе те ҫав кӑна. — Енчен те вӗсем сире унта курсан… — Кураймаҫҫӗ! — терӗ амӑшӗ. Унӑн кӑкринче пӗрмаях хуллен хӗмленсе тӑнӑ шанчӑк сасартӑк вӑйланса, ҫуталса кайрӗ, ӑна хавхалантарчӗ… «Кам пӗлет, тен, вӑл та тарӗ…» — шухӑшларӗ вӑл, васкавлӑн тумланса. Пуҫна ҫав тери яка саваланӑскер, эсӗ пуҫласа мар пулас бунтсенче пулатӑн. Санин калла таврӑнма сӗнчӗ, анчах Марья Николаевна: «Ҫук! сӑртсем хушшине каяс килет манӑн! Вӗсен ҫутинче хӑйӑр кӑваккӑн курӑнать. — Ура! Ула курак вӗҫсе кайрӗ, хӗрача хӑраса ӳксе калле чакрӗ. Ҫак самантра пӗлӗт айӗнчен уйӑх шуса тухрӗ. Эпӗ, ҫырма леш енче, тир-сӑран склачӗ тавра ҫӳлӗ те тӗреклӗ хуралҫӑ уткаласа ҫӳренине куртӑм. Ҫурӑмӗ хыҫне вӑл винтовка ҫакса янӑ. Марья Васильевна та, карчӑк та килте ҫук. Эсӗ ҫамрӑк-ха, ан хӑра… Сыв пулӑр, ҫывӑрас пулать пулӗ… Унта-кунта ҫӳретӗн ҫӗр тӑрӑх, хуласене, ялсене куратӑн, ӑнлансах пӗтмелле мар, тимлӗхсӗр, кулӑшпа нумай-нумай ҫынпа паллашатӑн, пӑхатӑн, шӑршлатӑн, илтетӗн, сывлӑмлӑ курӑк ҫинче ҫывӑратӑн, сивӗсенче шӑнатӑн, пӗр нимӗскерпе те ҫыхӑнман, никамран хӑрамастӑн, ирӗклӗ пурнӑҫа чун-чӗрӳн мӗнпур пӗрчипелен саватӑн… Маншӑн халӗ Цимбал патне кайни киле отпуска кайнӑ пекех… Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн пурте зала кӗтӗмӗр. Акӑ вӑл — ҫав тимӗр татӑкӗ. Ылтӑн укҫа парам-и сана? Вӗсен шӑп кӑна вутӑ та, улма та пур чухне хӑваласа кӑлармалла иккен! Пӗр-пӗрине систермесӗр крыльца ҫине туха-туха, хӗвелтухӑҫнелле тунсӑхласа пӑхаҫҫӗ. Вӗсем виҫҫӗн тачӑ тӑчӗҫ. — Киаи-йо! — тесе кӑшкӑрса янӑ хӗрарӑмсем. Оренбург ҫинчен шутласан та майлӑ мар. Кораблев ура ҫине тӑчӗ, унтан ларчӗ, унтан каллех тӑчӗ. Анчах та манан кун пекех ир выртмалла пулман иккен. Лупасайӗсенче юн пек хӗрлӗ валашкасем курӑнаҫҫӗ, килкартисенче — йӗмпӗҫҫисене тавӑрнӑ, ури хырӑмӗсем пӗвеннӗ ногаец-тарҫӑсем ҫӳреҫҫӗ. Анчах юратупа е эрехпе, е влаҫ пылаклӑхӗпе ӳсӗрӗлнӗ, е вырӑнлӑ каланӑ ӑслӑ та илемлӗ сӑмахпа киленсе чӗререн хавхаланнӑ самантсем те пулкаланӑ патшан. — Ку, — терӗ профессор, — таҫта инҫетре тинӗс хумӗсем ҫырана е пӗр-пӗр пысӑк чула пырса ҫапӑнаҫҫӗ пулмалла. Анчах ватӑ тарҫа, ҫавӑн пекех Дингӑна та халь тин пурнӑҫ вӗрсе кӗртеес ҫук. Зонтике сарса тытрӑм та икӗ хӗрарӑм хыҫҫӑн утрӑм. Сыснасемпе упӑтесен обществи пӗрмаях килӗшӳллӗ пулма пултараймасть те ӗнтӗ, паллах, ҫынсем хушшинче пурӑннӑ пек мар, анчах ҫул ҫӳрекен ҫыннӑн ун пек кун пекшӗнех тиркешсе тӑмалли те ҫук. Сасартӑк чеченецсем енчен Ерошка мучин «ай-да-ла-лай» хурлӑхлӑ кӗвви майлӑ юррӑн тӗлӗнмелле сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. — Вӑтӑра яхӑн, — терӗ Озеров. — Яр-ха эс, — кӑшкӑрчӗ вӑл арҫын ачана, каллех арба айне кӗрсе, — казаксене хӗрсемпе пӗрле выртма юрать-и вара? Эпӗ, нимӗн чӗнмесӗрех, ҫуна ҫинчен сиксе антӑм та, пӗр-ик виҫӗ ҫурта ҫутса кӑшт ҫутатнӑ чиркӗве кӗтӗм. Ҫак грингона та, вӑл ыттисенчен пуринчен те таса пулнӑ пулсан та, чӗререн тӳсеймен. — Ҫынсемпе те, — лӑпкӑн тавӑрчӗ Бек-Агамалов. Кунталла иртӗр-ха, кресло ҫине ларӑр. Амӑшӗ ун аллине тытрӗ, куҫне хӑвӑрт-хӑвӑрт мӑчлаттарса, кулса илчӗ, сӑмах тупаймасӑр хуллен кӑна:— Здравствуй… здравствуй… — тесе тӑчӗ. — Эсир пӗлетӗр, — терӗ вӑл: — ҫитменнине эпӗ унӑн секунданчӗ пулма тивӗҫлӗ те, мӗншӗн тесен ӑна кӳрентерни мана та пырса тивет, ӗнер ҫӗрле эпӗ унпа пулнӑ, — тесе хушса хучӗ вӑл, хӑйӗн курпунтарах кӗлеткине тӳрлетсе. Кӑшт ҫапӑҫкаласан, король майсӑр пусрӗ те шывалла шампӑрт кайса ӳкрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем пӗр хушӑ канса илчӗҫ, хӑйсем ҫак юханшыв ҫинче тахҫан мӗнле пӑтӑрмахсем тӳснине пӗр-пӗрне каласа пачӗҫ. Мӗн виличченех пӗр хӗрарӑма е арҫынна юратнине пӗр ҫурта ӗмӗр-ӗмӗрӗпех ҫуннипе танлаштарма пулать, — терӗ вӑл, пирус тӗтӗмне хыттӑн ҫӑтса. Санӑн та, пудрӑсемпе сӑрланса та сӑнна хитрелетсе ларас вырӑнне, фермӑра хуҫалӑха тытса пыраканни пулса ӗҫлеме тытӑнса пӑхасчӗ, э? Марийка ӑна ывӑҫӗпе пӑчӑртаса тытрӗ, йывӑррӑн сывласа илчӗ. Тата пӗр хӗрачана вӗлернӗ, — терӗ Бояркин. «Ватӑ» сӑмаха хӗрарӑм пӗр тавлашусӑр япала вырӑнне хурса ун ҫумне ҫыпӑҫтарни Воропаева лайӑх маррӑн тирсе илчӗ. Перу ҫыранӗ хӗрринче-и? — Хӑрарӑн-и, Федя? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Каллех ҫав тырӑ пирки иккен!» Кельнер карета хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. — Ну, ҫитӗ ӗнтӗ сире мӗн ахӑлтатнипе, юрласа парӑр пӗрех хут! — терӗ хуҫа арӑмӗ, паҫӑртарах вӑл хӑнасем валли апат мӗнле пиҫнине пӑхма Бойчо патӗнчен пӑрӑннӑччӗ. Чӑнах та, Аркадий мунча ҫенӗхӗнче питӗ лайӑх ҫывӑрса кайнӑ: унта метник курӑкӗн шӑрши пулнӑ, кӑмака хыҫӗнче икӗ шӑрчӑк ыйӑха ямалла ӑмӑртсах чӗриклетнӗ. Кашни кун вуникшер миль кайсан, эпир ӑна пӗр уйӑхра тухатпӑр, вӑл вӑхӑтра «Дункан» та ӗлкӗрет. Эпир иксӗмӗр те вӑй ҫитерӗпӗр. Тулаш енчен пӑхсассӑн, унӑн нимскерле архитектурӑллӑ стиль те палӑрман пулӗ. Юнашар пӳлӗмре сасартӑк чӗрене ҫурса ыраттаракан-ҫинҫе сасӑ илтӗнсе кайрӗ, хӗрарӑм йӗме тытӑнчӗ. Базаров каясси ҫинчен пӗлсен, Павел Петрович та ӑна курасшӑн пулчӗ, унӑн аллине чӑмӑртарӗ… Эпӗ начальник мӗн калаҫнине те илтместӗп… Ҫапла тусан кӑна ман ҫи-пуҫ мӗне те пулин юрӑхлӑ пек курӑнӗ. Санӑн нимле пулӑшӑву та кирлӗ мар мана, хамах тӑвӑп! Эпир виҫҫӗмӗшне — хура ҫырла кӗселне ҫисе ярсан (кунта ӑна темшӗн «тӑвӑл пӗлӗчӗ» тесе ят панӑ), вӑл манран:— Эсир ӑҫта ҫӗр выртатӑр? Тӗрӗсех шутларӑм-ши, тесе, вӑл вӗсене тата та виҫӗ хутчен шутласа пӑхрӗ. — Кам унта? — Эпир саншӑн чӑх чӗпписем мар, Курск ҫыннисем! — Тӑхта, Костя. Вӑл аккордеон каланӑ, темӗнле ӗҫсемпе район центрне ҫӳренӗ, колхоз ӗҫӗпе такампа ҫыру ҫӳретнӗ. Сӑн-питрен вӑл яланах ӗҫлӗ, кӑмӑлсӑр, вӑхӑчӗпе асаплӑ ҫын пек курӑннӑ, анчах вӑл, ӗҫке ернипе асапланакан ҫын пекех, ӗҫлеме юратманнине пурте пӗлнӗ. Именсе-и, мӑнкӑмӑлланса-и, е чееленсе-и? Ҫутҫанталӑк ӑна кунта татса пама ҫук нимӗнле уҫӑмлӑ ыйтусемпе те кансӗрлемен; ҫав ҫил кунта тӳрех унӑн чунне варкӑшса кӗрсе вырнаҫнӑ, курӑк та, шӑппӑн пӑшӑлтатса, темӗнле шеллевлӗ сӑмахсем каланӑн туйӑннӑ ӑна, вара, ҫамрӑкӑн чунӗ таврари ҫутҫанталӑкӑн лӑпкӑ кӗввипе ӗнерӗнсен, унӑн ӑшӑ ачашлӑхӗпе ҫемҫелсе кайсан, хӑйӗн кӑкӑрне темӗн тулса пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сарӑлнине туятчӗ вӑл. Кӗпе ҫумалли цинк вӑлашкара супӑнь кӑпӑкӗ пӑчӑртатса ҫурӑлать. Тепӗр тесен, вӑл начар ҫын пулни ман арӑм хӑйне хӑй ҫирӗп тыткалама пултарайман хӗрарӑм пулнине ҫеҫ кӑтартса парать. Анчах мӗнле тупас-ха унӑн Уэлдон миссиса? Вӑл 136°07' долготапа 35°07' широта тӗлне, Катастрофа ятлӑ сӑмсаха килсе ҫакланнӑ. Ҫак усал ятпа тӑракан сӑмсах Борд сӑмсахне хирӗҫ, Кенгуру утравӗн шӳрекинче вырнаҫнӑ. Шыравҫӑсен проливӗ, тарӑн кӑна икӗ залив патне илсе каяканскер, ҫак икӗ сӑмсахӑн хушшинче выртать. Заливсенчен ҫурҫӗр енче выртаканнине Спенсер заливӗ теҫҫӗ, тепри — кӑнтӑр енчи — святой Винцет заливӗ. — Пӗлетӗр-и, эпӗ паян мӗн турӑм? — терӗ те амӑшӗ хӑй фабрикӑна литература илсе кӗртни ҫинчен васкавлӑн, савӑннипе антӑхса та кӑштах хитрелетсе каласа пачӗ. — Супӑнь, каустически сода, эфир ҫӑвӗсем — кирек епле маркӑсенчен, кронсенчен, франксенчен, лейсемпе пенгсенчен те ҫирӗпрех. — Эпӗ Грант капитанӑн хӗрӗ, ку манӑн шӑллӑм. Пур япаласем ҫинче те ҫурма сӗмлӗх выртнӑ, хӑш-пӗр тӗлте ун витӗр рамӑсен ылтӑнӗ, фарфор шурри тӗксӗммӗн йӑлтӑртатнӑ. Транспорта, маршсен культурине йӗркене кӗртес тӗлӗшпе кӑларнӑ вуншар приказсем те яланах кирлӗ таран пурнӑҫланса пырайман. Ачасем ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ, кӑшкӑрашсах тенӗ пек унран шӑрпӑк ыйтрӗҫ. Вӗсем союзниксене, йӗркесем улшӑннине курнӑ, фашистла йӗркене ҫӗнне куҫса пыракан йӗркепе танлаштарма пултарнӑ, килӗсене вара вӗсем политикӑлла пысӑк сӑнавсемпе таврӑннӑ, ун пек сӑнавсене мирлӗ вӑхӑтри нихӑш шкул та парайман пулӗччӗ. «Пӗлетӗн-и, мӗн шухӑшлатӑп эпӗ? — терӗ хӗр, йӗкӗте пӳлсе. Вӑл, шухӑша кайнӑскер, йӗкӗт ҫине ӑшшӑн пӑхрӗ. Ачана ҫав тери час юрама пулать ҫав! Аппарат та, унта мӗн пурри те — самантрах пӗтӗмпех газа куҫаҫҫӗ. Вӑл самаях чӑрсӑррӑн пӑхса илчӗ, галстукне турлетрӗ те пӑрӑнчӗ, ун умӗнчен иртсе пыракан армянин ҫеҫ, кулкаласа: «тӗрӗс, окази килчӗ, ыран ирпе каялла каять», — терӗ уншӑн. — Хӑвар кунтах!.. — ыйтнӑ вӑл. — Кунта эс ытлашшипех кӑтартса кайнӑ! — тенӗ вӑл юлашкинчен, именчӗклӗн, кӑмӑлсӑррӑн. Ҫӑрттан мучи ыйту палли пек авӑнчӗ, аллине малалла тӑсрӗ, таса мар шӗвӗр пӳрнипе сулкаласа, йывӑррӑн сывласа, аран-аран хӑйӑлтатрӗ: — Турӑ сыхлатӑрах!.. Алӑк, ҫине-ҫинех тапнипе, ҫӗмӗрӗлме тытӑнчӗ. Андрейӑн сӑн-пичӗ тӗксӗмрех те хӗрлӗрех тӗспе ҫунса тӑрать, куҫӗсенче ниҫта чикейми хуйхӑ тата куҫҫулӗ, хӗвелпе пиҫсе ҫуркаланнӑ тутисем чӗтренкелеҫҫӗ. Ҫав вӑй, ҫав тӗлӗнмелле ӑс-тӑн, ҫав иксӗлме пӗлми хаваслӑ чунлӑ ҫын ӗнтӗ вилӗм аллинче тӑрать. Дмитрий мана хӑйӗн ҫемйи, амӑшӗ, мӑнаккӑшӗ, йӑмӑкӗ тата леш хӗр ҫинчен каласа кӑтартрӗ, ку хӗрӗ Володьӑпа Дубков ман тусӑмӑн чун илӗртмӗшӗ тесе шутлаҫҫӗ, ӑна хӗрлӗ ҫӳҫ тесе ят пачӗҫ. Пӗтӗмпе — вунултӑ тенкӗ. — Акӑ, пӑх, — терӗ вӑл. Ахӑрнех, вӑл чул хӑй тӗллӗн пулса тӑнӑ кратера витсе тӑрса, хӑйӗн йывӑрӑшӗпе парпа лавӑна шалтан пӗрхӗнсе тухма чарса тӑнӑ пулмалла. Марья Кириловна хаваслансах итленӗ. Мӗнле ҫырать ку ҫын!» тесе шухӑшларӗ. Ман пӑшалӑм курӑк ҫине ӳкрӗ, эпӗ йӑлтах мантӑм, эпӗ ҫав йӑрӑс пӗве те, мӑя та, илемлӗ алӑсене те, шурӑ тутӑр айӗнчен тухса кӑшт сапаланнӑ сарӑ ҫӳҫӗ те, ҫав ҫурма уҫӑ ӑслӑ куҫа та, ҫав куҫ хӑрпӑкӗсене те, ачаш питҫӑмартине те ытарайми сӑнарӑм. Вӑл хӑйӗн туппин кӗпҫине сылтӑмалла ҫавӑрса лартнӑ та, вӑрман хӗрринелле, пирӗн батарея кӗрӗслетнӗ ҫӗрелле персе тӑрать-мӗн. Ҫак кун, савӑннипе, Алексей Мересьев хӑйӗн сехетне — дивизи командирӗн парнине сутса ячӗ, рынокра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тата эрех илчӗ; телефон тӑрӑх Анютӑна мӗнлӗ те пулсан госпитальтен, хӑй вырӑнне пӗр-икӗ сехетлӗх пӗр-пӗр ҫынна хӑварса, киле пыма ӳкӗтлесе килӗштерчӗ. Кайран вӑл пӗр катӑк кит ҫуне аллине илнӗ. Унтан вӑл хӑй каютинелле утрӗ, паллах, ҫак инкек хӑйсене мӗнле шар кӑтартнине лайӑхрах шутласа пӑхма, малашне мӗн тӑвассине палӑртма. Хӑй тӗллӗн те, сасӑпа та, вӗрин сывласа пӑшӑлтатса ҫӳрерӗ. — …утпа килекен тӑшмантан та, ҫураннинчен те, мурпа выҫлӑхран…, вут-кӑвартан, инкек-синкек курса пӗтессинчен… тата усал куҫран сыхла… Атя, Бекки, ан хӑра, халӗ пурте лайӑх пырать. Акӑ, эпӗ сире хӑмла ҫырли варенипе чей ӗҫтеретӗп. Кун каҫала енне сулӑнма пуҫласан, хуҫа-лаша мана валли еху витинчен пӗр енче ларакан хӑйӗн ҫуртӗнчен ултӑ ярдри ҫурта уйӑрса пачӗ. А Петр Андреич суранӗ сылтӑм хулӗ айӗн-че, шӑпах шӑмӑ айнерехрен, кӑкӑрне пӗр вершук ҫурӑ тарӑнӑш каснӑ. Выртасса вӑл комендант ҫуртӗнче выртрӗ. Эпир ӑна ҫырма хӗрринчен ҫӗклесе килсе ҫавӑнта вырттартӑмӑр. Ӑна кунти цырульник Степан Парамонов эмеллесе тӑчӗ. Халӗ ӗнтӗ, тав турра, Петр Андреич сывах, ун ҫинчен халӗ лайӑххинчен пуҫне нимӗнех те ҫырмалли ҫук. Иртенпех ӗҫлесе ывӑннӑ ҫил ӗнтӗ, ытлашши тӑрӑшмасӑрах, хӑйӗн кӑнтӑрлахи ӗҫӗсене вӗҫлет. — Эсир мӗнле-ха вара, вӗсемпе калаҫатӑр-и? — ыйтрӗ Павел хавхаланса. Тата тепӗр хутчен урапа хыттӑн тапрӗ. Салара Кукушкина ним вырӑнне тӑман пустуй ҫын тесе шутлаҫҫӗ, унӑн калавӗсемпе тӗлӗнмелле шухӑшӗсем мужиксене тарӑхтараҫҫӗ, вӗсем пирки ятлаҫаҫҫӗ, анчах ӑна яланах интереспа, тимлӗн, вӑл шухӑшласа кӑларнӑ япаласем хушшинче чӑнлӑх тупма тӑрӑшнӑ пек итлеҫҫӗ. Ҫитменнине тата урана пуля касса кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра хулана арман енчен хӗҫпӑшаллӑ юланутлӑ отряд пырса кӗчӗ. Таҫта эрешмен ларать, ун патӗнчен «куҫа курӑнми ҫип» тухса пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫавӑрса илсе, хытарса тӑрать. Эпӗ часах ҫав ҫипӗн ҫирӗп тӗввисене пур ҫӗрте те туйма вӗренсе ҫитрӗм. Батарея патне ҫитесси пӗр вунӑ утӑм юлсан вӑл пӑшалӗнчен персе ячӗ те каллех малалла чупрӗ. Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! — Сан ҫинчен анчах калаҫрӑмӑр. Кашниех вӗсенчен пӗр вӑхӑтрах юрларӗ те, кӑшкӑрчӗ те, кулчӗ-ахӑлтатрӗ те тейӗн. Ун чухне пирӗн Гремячире питӗ ватӑлса ҫитнӗ пӗр хӑлхасӑр мучи пурччӗ, Купырь тесе чӗнетчӗҫ ӑна. Рота командирӗ, Веткин поручик, Лбов тата фельдфебель плац варринче тӑратчӗҫ те, ҫывхарса килекен Ромашов енне пурте пӗрлех ҫаврӑнчӗҫ. Вӑрттӑн ӗҫӗн вӗҫне тухма нумай мар ӗнтӗ. Халӗ Петр, арман пӗви патӗнче тӑраканскер, иртнӗ вӑхӑтсенче хӑй мӗн-мӗн туйса ирттернисене аса илет, ун чухне асра юлнӑ сӑнсене малтанхи пекех анлӑн та тарӑннӑн туйма тӑрӑшать, Эвелина пӗрле марри сисӗнет-и ман чӗрере, ыйтать вӑл хӑйӗнчен хӑй. Ӑшра хӑй: «Акӑ сире, курӑр, кил чӑххисем! ҫапах та хӗрне качча илместӗп. Звонарь сехет ҫапать. — Кам вӑл? Энтомолог-и? — васкасах ыйтрӗ Бенедикт пичче. — Пит тӗрӗс шутларӑн. — Ҫапла ҫав, — карах ярса илчӗ ку шухӑша Гаррис, — эпӗ уҫҫӑнах куртӑм: ҫав тери хӑвӑрт чупса иртнӗ чӗрчунсем — икӗ ураллӑччӗ. — Тарнӑ-и? Чӗре сывламасть… Ай, калаҫнине те илтрӗн-и? — Ӗҫмӗ шыв илсе килсе парӑр-ха, ачасем, — терӗ юланутлӑ ҫын. Авӑ пуҫсӑр юланучӗ те! Инквизици хӑйӗн приговорӗсене яланах икӗпитлӗ сӑмахсемпе йышӑннӑ. Вӑл ҫак приговорта та; Ҫаксем те Энскри пек марччӗ, Энск хӑй те Мускав пек мар. Экспедици вӑл — тинӗсри тумлам ҫеҫ! Вӑл Джеммӑн икӗ аллине те илсе, хӑйӗн пӳрни вӗҫӗсемпе сӑтӑрса ҫупӑрлама пуҫларӗ. Пӳлӗмре пӑс мӑкӑрланнипе Павка унӑн сӑнне лайӑхах асӑрхайман та, Фроси те вунсакӑр ҫулти хӗр ҫеҫ пулнӑ-мӗн. Вӑл мана йӗкӗлтесшӗн кӑна пулчӗ; анчах унӑн кашни сӑмахӗ маншӑн наркӑмӑш пек туйӑнчӗ. Санбатра ирттернӗ виҫӗ куна Андрей хӑй пурнӑҫӗнче пустуй ирттернӗ кунсем вырӑнне шутларӗ. — Мӗн пулчӗ сана, чунӑм? Эпӗ сана юрататӑп! — Хӗрхен пире, ачасене, хӑвӑртрах пирӗн пата кил! Эпӗ фронта кайма пултарайман тесе шутлатӑр-и эсир? — Мӗнле кӗнеке вӑл сан? — ыйтнӑ вӑл хӗрӗнчен, пӑртак тӑхтасан. — Кам каларӗ? Халл капитанпа ытти матроссен вилӗмӗ… Вара вунпилӗк ҫулта ун карап тытса пымалла пулчӗ. Негорӑн вӑрӑ-хурахла ултавлӑ ӗҫӗсем пирки часах компас та пӑсӑлчӗ, лаг та шыва путрӗ. Пӗр-виҫ тӑватӑ секундӑранах ют маска хыҫне пытаннӑ компани чул ту патне ҫитрӗ. Кӗпе ҫумалли супӑнь ярса пама ыйтса юлташсем патне ҫыру ҫырса ярас-ха. Ҫак калаҫу хыҫҫӑн тепӗр темиҫе уйӑхран, ача, пӳлӗмре сасӑ-мӗн пулсанах, ӑна тимлӗн итлесе, ун еннелле хӑвӑрт та хӑюллӑн упаленме пуҫланӑ, алла лекнӗ кашни япалана вӑл пачах ытти ачасем пек мар, темӗнле чӗрӗреххӗн, тимлӗреххӗн хыпашланӑ. — Эпӗ Гейнене юратмастӑп, — пуҫларӗ Катя, Аркадий тытнӑ кӗнеке ҫине кӑтартса, — вӑл кулнӑ чухне мар, макӑрнӑ чухне те мар — шухӑшлӑ чухне тата хурлӑхлӑ чухне ҫеҫ юрататӑп. Анчах асьендӑна ҫывхарса пынӑҫемӗн Гаррис шухӑша путса, унчченхи пек мар чӗмсӗрленсе пынине асӑрхарӗ Дик. Сасартӑк таҫта инҫетре, Ҫӗпӗр леш енче, ҫирӗп чышкӑ ҫӗкленнӗ те Российӑна хӗнеме тытӑннӑ. Анчах каялла ҫаврӑнса пурне те ыйту панӑ чухне унӑн сасси типпӗн те ҫирӗппӗн янраса тухрӗ: — Ку вара мӗн пулать-ха, казаксем? Эпӗ аскӑн текен этемсен шутне кӗтӗм. Урамсенче ҫынсем хӑйсен кравачӗсене вутӑ валли татнине курма пулатчӗ. Куратӑп эпӗ, ҫине тӑракан ҫын эсӗ! — терӗ вӑл. Эпӗ, паллах, вилес пек хӑраса ӳкрӗм, ҫав больница патӗнчен сиккипе вӗҫтеретӗп, урасем ҫатлаттарса ҫеҫ пыраҫҫӗ. Воропаев ку дивизире ҫапӑҫман, анчах вӑл ҫакна ҫирӗп пӗлет: Сталинградри пур дивизисенче те, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр пек ӗҫсемех пулса иртнӗ, ҫав вӑтӑр тӑххӑрмӗш дивизире темиҫе хутчен те пулса курнӑ пекех, вӑл аллисене савӑнӑҫлӑн малалла тӑсрӗ те ҫапла каларӗ: — Эсӗ Захарченкона астӑватӑн-и?.. Радиста!.. Кун аслати кӗрлевӗсӗр иртеймест пек туйӑнать. — Тӑхта! — терӗ вӑл, Петро аллине аяккалла сирсе. Тӳпере пӗр енче ҫеҫ ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ; тен тепӗр пысӑкрах пайне, тусем енчен, пӗр пысӑк ҫумӑр пӗлӗчӗ хупӑрласа тӑрать. — Ҫапла, ачам, эпӗ ӑна пӗлетӗп, — терӗ ӑна Гленарван. — Сан пата унта улпут майри килнӗ. — Вӑл ухмахла хӑтланни пулатчӗ, паллах, — терӗ Николай, кулкаласа. Магнита япаласене хӑй патӗнчен тӗртсе яракан вӗҫне аялалла туса ҫавӑрсан, утрав Г патнелле чалӑшшӑн ҫӳлелле каять. — Юрӗ, калах! Ӑҫталла каять-ши вӑл? — Вот чирлӗ ҫын те эсӗ ӑна! — персе ячӗ вӑл савӑнаҫлӑн. Сасартӑк мана ача сасси илтӗнчӗ, пуҫ тӗленчи ҫурӑк стена хушшинчен пӗр вуник ҫулхи хурарах кӑна питлӗ ачана курах кайрӑм. Шывсиккинчен ӳкнӗ чух кимӗпе хӳтӗленменскерсем вӗсем тӗпсӗр авӑра ҫитичченех чыхӑнса кайрӗҫ, виллисем вара аялта шыв кӑпӑкланса тӑракан шӗвӗр чул хысакӗсем ҫумне ҫапӑнса саланчӗҫ. Хӑй вӑл пӗр утӑм ярса пусма та пултараймастчӗ. Каҫчен пӗр-пӗринпе калаҫмарӑмӑр; эпӗ хам айӑплине туйрӑм, ун ҫине куҫ ҫӗклесе пӑхма хӑрарӑм, яра куна ним тумасӑр ирттертӗм; Килсем ӗнтӗ!.. — Катя, — терӗм эп илтӗни-илтӗнми. — Ыран ҫичӗ сехетре сана Иван Павлыч кӗрсе тухма сӗнчӗ. Сирӗн текех рыцарьсемпе паттӑрсем те пулмаҫҫӗ. Вӑл ҫав тери чӗрӗ те вӑр-вар ачаччӗ; анчах уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртнӗ май унӑн суккӑрлӑхӗ, ачан палӑрма пуҫланӑ кӑмӑл-туйӑм хусканӑвӗсем ҫине хӑйне евӗр йӗрсем хӑварать-мӗн. Мӗнех вара, кӗтсе пӑхӑпӑр, вара сирӗн ӗҫсем мӗнле кайнине курӑпӑр. Комиссар пырса кӗнӗренпе хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра пурнӑҫ улшӑннӑ пек пулчӗ. Хӑш-пӗр чух сиделка ирсерен пырса форточкӑна уҫсан, больницӑри кичем шӑплӑха Мускаври хаваслӑ шавпа пӗрле урамран ҫурхи таса та нӳрлӗ сывлӑш пырса кӗретчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем хыпаланаҫҫӗ, каҫчен мӗнле те пулсан ҫав ту хӗррине ҫитесшӗн. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, эпӗ урама тухрӑм, эпир вара Петькӑпа нумай вӑхӑт курмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех иксӗмӗр, каллех хӗлле, Мускавра, уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр. Вот, ҫав хаҫатсем ӗнтӗ пурин сӑнне те сӑмавар ҫинчи пек ӳкереҫҫӗ, чӑннине курмаҫҫӗ… Кулать вӑл, мӑшкӑлланӑ пекрех калаҫать: «Тимӗрҫӗ, илсе килсе пар мана майра патша пушмаккине, эпӗ сана качча пырӑп!» тет. Кунӗ-кунӗпех вӑл савӑнӑҫлӑн, йӑл кулса, пӳрт тӑрӑх унӑн-кунӑн сулланса ҫӳрет, хӗрарӑмсемпе шӳт тукалать, табак тӗтӗмне вилеслех юратман ватӑ кинемине канӑҫ памасть, Яков Лукич патне ют ҫынсенчен кам та пулин килсе кӗресрен те хӑрамасӑрах уткаласа ҫӳрет. — Вӑл килӗшмерӗ те окопсем чавма кайрӗ, — терӗ доктор. — Вӑл аяккалла пӑрӑнчӗ те: — ҫапах та ку пачах йӗркене хирӗҫле пулать, — тесе мӑкӑртатрӗ. — Сана ҫав… — Пӑхӑр-ха, ку хайхи ҫухалнӑ Эмексиз-Пехливанӑн йытти-ҫке! — терӗ онбаши. — Эсир мана халь ан пӑшӑрхантарӑр, атте,— пилеш вуллинчен тытса, ответлерӗ Марийка. — Епле сӗмсӗр чун вӑл Мосев. Пӗчӗк Джек хӑранипе чӗтрерӗ. — Эсир халь те ӗнтӗ ҫынсем мар, — замаска кӑна, сирӗнпе хушӑксене кӑна шӑлса лартмалла. — Куҫа куҫӑн, шӑла шӑлӑн, — Огнянов хӑй сисмесӗрех тепӗр хут пӑшӑлтатса каларӗ ҫак сӑмахсене. Вӗсем «Самокатра», ухмаха ернӗ пек трактирта пулнӑ, — унта урай пур сӗтелсемпе, ҫынсемпе, лакейсемпе пӗрле вӑраххӑн ҫаврӑнса тӑнӑ; тӗк чиксе тултарнӑ минтер пек, хӑнасемпе лӑк тулса ларнӑ шавлӑ залӑн кӗтессисем ҫеҫ хускалмасӑр тӑнӑ. Эпӗ унпа аван пурӑнаттӑм, анчах кайран уйӑрӑлса кайрӑмӑр. — Мӗн хӗрхенмелли пур сана, эсӗ авӑ мӗнле чул муклашки! Фома, йывӑррӑн хашлатса ярса, нимӗн те чӗнмен, Саша та пӗрер минут чӗнмесӗр выртнӑ, унтан хӑйӗн яланхи ытахаль сассипе:— Кала ӗнтӗ ӑна! Ку мана кӳрентерсе ячӗ, — никам та манпа кӗрмешни-туни пулман, вӑл хӑй пушшех те кӗрмешмен. «Вӑрӑ-хурахсем-и? Ара, эпӗ ҫав туйӑма вӑрланӑ пек тухать. Мӗнле улӑштарса хунӑ-ши ӑна? Хӑй ӑссӗн хӑтланса, пӗтӗм пурнӑҫа пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса хунӑ пулӗччӗ! Унччен мана унта пӑхӑртан тунӑ ҫынсем пурӑннӑн, вӗсене пӗтӗмпех виҫкӗтеслӗхсенчен тунӑн, вӗсем циркульсем пек утнӑн тата типпӗн янӑранӑн туйӑнатчӗ. Серьезнӑй ҫынсем, — сутӑ тӑвакансем конешнӑ. Хӑйсен ротин палаткисем хыҫӗсемпе, офицерсен линийӗпе иртсе пынӑ чух такамӑн хытах мар, анчах ҫилӗллӗн тарӑхса кӑшкӑракан сасси илтӗнсе кайрӗ ӑна. — Ҫак шухӑш ман пуҫа пырса кӗнӗччӗ, Дмитрий. — Тавтапуҫ. Кил-йышӗ сӗтел хушшинчех ларать, анчах вӗсем ирхи апатне ҫисе пӗтернӗ. Ромашовӑн урисем хуҫлана-хуҫлана илеҫҫӗ, чӗтӗреҫҫӗ, тӑнлавӗсенче хыттӑн-хыттӑн тапать. — Ха эс, мур илесшӗ, ӗлӗк Кавказра черкессем патӗнче пулнӑ пекех! — терӗ Давыдов, Аржанов каласа панипе тӗлӗнсе. Анчах сасартӑк Кассий Кольхаунӑн алли каялла туртӑнать. Хулара хӑрушӑ, сехӗрленмелле шӑп. Ку ирхине ирех, хӗвел тухсанах, яланах юланутлӑ хӗр ҫӳренӗ сехетре пулнӑ. «Еретик! Мӗншӗн-ха эсир, тепӗр тесен, ёлкӑна каймастӑр? Каҫ пулса нумай вӑхӑт иртсен, Том килне таврӑнчӗ, хӑй вырӑнӗ патне чӳрече витӗр кӗчӗ. Мастера хирӗҫ чӗнни, машинӑна мӗн те пулин тунӑ пекех, усӑсӑр та кирлӗ мар япала пек туйӑннӑ. Вӑл вара савӑнӑҫлӑн та хаваслӑн, пӗр такӑнмасӑр-тумасӑр темӗнле юрату историне каласа пама тытӑнчӗ, эпир ӑна сиктерсе хӑварӑпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пирӗншӗн интереслӗ мар. Малашне мӗн тумалли ҫинчен шухӑшлама вӑхӑт. Пиртен сулахай енче госпиталь евӗрлӗ пӗр пысӑк ҫурт курӑнса тӑрать. Баррикадӑна тӳрех тапӑнса атакӑна кӗресси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук: хӳтӗленсе ларакан пилӗк пин ҫынна пин те икҫӗр салтак хӑваласа кӑларма пултараймасть. — Малтан эсир хӑтӑлӑр, — хирӗҫ тавӑрчӗ маркиз. — Ку — парӑнас ҫук… Ҫав вӑхӑтрах мӗнпур сасӑсен кӗрлевӗ хушшинче Фома сасси уйрӑмах янӑранӑ: — Эсир пурнӑҫ мар тунӑ, — мӑшкӑлтӑк шывӗн шӑтӑкне кӳллентернӗ! Анчах 1870-мӗш ҫулхи «Даживейлерденсем» Болгари экзархийӗ хӑй тӗллӗн ӗҫлеме тытӑннӑ ятпа тав курки ҫӗклекенсем 1876-мӗш ҫулхине паттӑр пӑлхавҫӑсем пулса тӑчӗҫ, вӗсем пуля шӑратаҫҫӗ, тупӑ тӑваҫҫӗ, халь акӑ Болгари ирӗклӗхӗн тав куркине те ҫӗклесшӗн. Пирӗн сирӗнпе вилӗмрен хӑрамалла-и? Анчах Иван Кузмич, вӑл тӗпчеме тапӑнасса пӗлсе, малтанах хатӗрленсе тӑнӑ. Пурне те пӗлме тӑрӑшакан арӑмне хирӗҫ вӑл, нимӗн пулман пек, уҫӑ сасӑпа:— Акӑ мӗн, амӑшӗ, хӗрарӑмсем кӑмакасене улӑмпа хутма тапратнӑ; инкек-мӗн пуласран, эпӗ хӗрарӑмсене кӑмакасене ӳлӗм улӑмпа мар, ҫапӑпа та ытти вутӑпа хутма приказ патӑм, — терӗ. Аллисем шыҫнӑ вӑхӑтра, пысӑк пӳрнисем суранланнӑ кунсенче, час-часах сылтӑм е сулахай хулӗсем нимӗн тума пултараймасӑр усӑнса тӑнӑ чухне, пичӗсем ҫинче пытарма пултарайман ырату палӑрнӑ чухне вӑл вара вуҫех ӗҫлеймен. Анчах хӑйӗн хуйхи-суйхине кӑлӑхах эрехпе ирттерсе ярасшӑн каччӑ. Анчах, апла пулсан вара кунтан халех тухса кайӑр, ҫав асапран хӑтарӑр мана. — Вӑт эсӗ ҫав арбуз ӑшне Джим валли ҫӗҫӗ чиксе янӑ пулсан, — лешӗ тӗрме хуралҫине вӗлертӗр тесе, — вара пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулатчӗ». — Эпӗ пӗлместӗп. Кӳлешет? Монтанелли ун аллине тытрӗ те ӑна тимлӗн пӑхкалама пуҫларӗ. Чуть ураран ӳкереттӗм… — ҫурма сасӑпа асӑрхаттарнӑ Маякин. Вара, Фомана ҫак лӑпкӑ та ахаль ҫеҫ сӑмахсем, хреснашшӗ аллинчен те ытларах тӗрек панӑ. Хир сӑнарне ӳкерӗп. Эпӗ ҫав кунах киле тавӑрӑнтӑм. — Мӗн ассӑн сывлатӑн? Давыдов ним шарламасӑр кӑранташӑн шӗвӗртмен вӗҫӗпе сӗтеле шаккакаласа илчӗ те ытарлӑн:— Эппин мӗн тума килтӗн-ха эсӗ? Корчагин, нимӗнле шиклӗхе туймасӑр, лӑпкӑн ферзь гамбитӗнчен пуҫларӗ. Леденев ӑна пешкӑсен дебючӗпе ответлерӗ. — Пӗччен марри паллӑ пулсан, шанчӑк пулсан, эпӗ… Эпӗ, паллах, юлнӑ пулӑттӑм. Кӗтмен ҫӗртен залран гросфатер кӗвви илтӗнчӗ — ҫынсем сӗтел хушшинчен тӑма тытӑнчӗҫ. Вӑл Ленӑна ыталарӗ. Вӑл урампа яланах темле тухатмӑш карчӑк пек ҫӳрерӗ, паллакан ҫынсем вара, унпа тӗл пулни мӗнпур куна пӑсать тесе, унтан аякранах пӑрӑна-пӑрӑна иртрӗҫ. Ӑҫта хунӑ пулӗччӗҫ вӗсем ют ҫӗршыв ылтӑнне? — Хохолӗ питӗ кӑмӑллӑ ҫын! Осип Михайловичпа Макариха председатель ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Вӑл картиш урлӑ каҫса сада кӗчӗ те, хӑма сарай патне пырса, сарай кӗтесси тӑрӑх пӳрт тӑррине хӑпарса кайрӗ. — Пӗлместӗп, — тарӑхнӑн ответлерӗ сӗт сутаканни. Акӑ, эпӗ халь пӗр эрне ҫӑвӑнман, арҫын йӗмӗпе, ботинкӑпа ҫӳретӗп, унӑн пуҫӗ витӗр пӳрнесем курӑнса тӑраҫҫӗ. Килесчӗ луччӗ пире пулӑшма. Хӗрсемпе пӗрле ӗҫленӗ пулӑттӑр, — хавассӑн каларӗ карчӑкӗ. Вӑл ҫӗлет, сайра хутра кӑна йӗппине пуҫне перӗнтерсе илет е ҫуртана тӳрлетме чарӑнать, эпӗ пӑхатӑп та: «Мӗншӗн вӑл ҫак ҫап-ҫутӑ сенкер куҫсемпе, акӑш-макӑш хулӑн сарӑ ҫивӗтпе тата тулли кӑкӑрпа улпут хӗрӗ пулса ҫуралман-ха? Боец ҫӗре, лаша ури айне, ҫавӑрӑнса ӳкрӗ. Ҫавӑнтах халӑх хушшинчен пӗр вунӑ козак тухнӑ; нумая ӗҫсе тултарнипе вӗсенчен хӑшпӗрисем ура ҫинче те аран тӑнӑ, вара вӗсем Кирдяга патне ӑна суйлани ҫинчен пӗлтерме кайнӑ. — Ырӑ каҫ пултар! — Эпӗ сана пӑрлӑ шыв илсе килсе парам… Этем пӗлсе ҫитереймен вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑватсем пӗр-пӗринпе пӗрлешнинче, ҫав хушӑрах темле шуйттанла килӗштерекен йӗркелӗх те пулса пынинче аса хурайми аслӑ курнӑҫу пур пек туйӑнать… Ман хуҫа арӑмӗн тӑхӑр ҫулхи хӗрӗ пурччӗ. Вӑл йӗппе ҫӗлеме ӑстаччӗ, пуканине пит чипер тумлантаратчӗ, пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пӗчӗккӗ пулсан та хӑйне кура мар ӑслӑччӗ. — Тата мӗн теҫҫӗ, — хушса хучӗ Санин, «теҫҫӗ» сӑмаха уйрӑмах палӑртса каласа: — санӑн арӑму питӗ пуян, теҫҫӗ. Вӑл, хӑйне темӗн парса парнеленӗ пек, мӑнкӑмӑллӑ тытрӗ, ҫавӑнтах, Воропаев ҫырнӑ хутсем хушшинче вӑрттӑн чавалана-чавалана, ҫынсене пахча ҫимӗҫ лартса тума вӗрентме тата ҫӗре йӗркелеме пуҫӑнчӗ. Мӗн каларӗ-ха кум?.. Ҫӳлте пӗр ытлашши пӳлӗм те пур. — Ҫапах та вӑл пит пӗччен пулмалла. Базаров икӗ сехет иртсен ҫеҫ хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмне, аттисене сывлӑмпа йӗпетсе, ҫилленсе, кичемленсе тавӑрӑнчӗ. — «Мӗншӗн хӑйӗнчен ыйтмарӑн?» тесен: — «Йӑлӑхтаратӑп!» — тесе хурать. Сӑн-пичӗ чирлӗ ҫынӑнни пек шуралса кайнӑ, ӳсӗрме те вӑйлӑрах тытӑннӑ. Ах, мӗнле савӑнӑҫлӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ ҫакӑ пулнӑ пулсан! — Аница инке, эсе кай, кай эс хӑвӑртрах, ачасене, илсе кай… Эй, эсир, аялта, башня патӗнче тӑракансем! Вӑл тата, манран ыйтмасӑрах, манӑн арчара чакаланма тытӑннӑ. — Тсс… — пӳлчӗ ӑна Шубин: — эпӗ сан патна, Макс Агата патне килнӗ пек, вӑрттӑн килтӗм. Ҫын чӳрече патӗнчен кайнӑ, пӗр икӗ минут иртсен, ҫенӗк алӑкӗ уҫӑлни илтӗннӗ, кайран тулти алӑк ҫеклетнине янӑ, ҫилпе ҫапӑнасран алӑка тытса, шурӑ праҫник кӗпи ҫинчен кӗрӗк тӑхӑнса янӑ шур сухаллӑ пӗр старик тухнӑ, ун хыҫҫӑн хӗрле кӗпеллӗ, сӑран ата тӑхӑннӑ яш тухнӑ. — Чарӑн-ха, — терӗ Бен, мана хирӗҫлесе. Вӗсем столовӑя кайрӗҫ те унта нумайччен паянхи ӗҫсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Авӑ Темьян ывӑлӗ ашшӗн аллине хуҫрӗ. Хӑвах курӑн, вӑл тӗлӗнмелле хӗрарӑм. Инсаров чӗри хыттӑн тапрӗ: унӑн ӗмӗчӗ тулать. Карл Иванычӑн хӑрах хӑлхи илтместчӗ, халь рояль каланӑран пачах та илтмест. Калаҫасса та вӑл кӗскен, ӗҫлӗхлӗн, ахаль япаласем ҫинчен калаҫнӑ, — апла пулсан, ӑҫта унӑн уйрӑмлӑхӗ? Вӗсене атӑ-тавраш пани усӑсӑр пулнӑ, ҫитменнине атти те чылаях пулман. Эсӗ те, гражданин, аяккалла пӑрӑнма пултаратӑн, — чарса тӑратрӗ вӑл тепӗр ҫынна. — Ҫук, эп ун пирки мар, тен эсир кам илсе тухса кайнине пӗлме пултарӑр… Чуна чи хумхантараканни ҫакӑ пулчӗ (ун ҫинчен ӑна Ступина вӑрттӑн каласа пачӗ). Ҫул ҫине валли ҫырткаланӑ тата эрех сыпнӑ хыҫҫӑн, ирпе, саккӑрмӗш сехетре, старикпе Оленин пӗрле урама тухрӗҫ. Прокурор мана хӑех каларӗ: ӑна питӗ хытӑ айӑпласа ответ тыттарӑпӑр, терӗ! Ҫулне пӗр самантрах туса пачӗҫ — общество ҫурри ытла каялла азотейӑна улӑхса кайрӗ. — Ӗнер кӑнтӑрла Лушка урсах кайрӗ! Чылай пӑтӑрмах кӑтартрӗ вӑл мана, калама та вырӑнлӑ мар! Унӑн Ольгӑна сада кӑлармалла мар, чарса тӑмалла. Вутҫулӑмӑн хӗрлӗ ҫутинче унӑн кӗлетки хуран, ҫӳҫӗ шуррӑн курӑнать. Приморская, саккӑр, вунпӗрмӗш номерлӗ хваттер, хамӑнне паратӑп, ӑнлантӑн-и? Май килсе тухсанах, каҫса каятӑп. — Ак ҫак ҫын, Наташа, каҫхи штурма йӗркелекенӗ. А ку ман арӑм. Йӗркеллех пурӑнатӑп. Авланасси ҫинчен шутламан та вӑл. Юратать Павка хӑйӗн хуткупӑсне. Каяр-и? Критиксен иккӗмӗш ушкӑнӗ Конституци проекчӗ ҫутҫанталӑкра чӑн та пуррине тунмасть, анчах вӑл — проектра пысӑк интересах ҫук, тесе шутлать, мӗншӗн тесен, тӗрӗссипе каласан, вӑл — Конституци проекчӗ мар, ахаль хут татӑкӗ ҫеҫ, пӗр майлӑ маневр тӑвас та, ҫынсене улталас тесе пустуй сӑмах пани кӑна пулать пек. Тулӗк эпӗ ӑна вӑрҫма ҫеҫ пултаратӑп, тӑлӑха хӗнеме алӑ ҫӗкленмест. Комендант ҫуртӗнче ӑна хытӑ хӗненӗ, ҫакӑн пирки вӑл депора ӗҫлекен Артём юлташӗ Роман Сидоренко рабочисем хушшинче агитаци туса ҫӳрени ҫинчен каласа панӑ пулмалла. Унӑн преосвященстви килет! — кӑшкӑрса ячӗҫ дворец алӑкӗ патӗнче тӑракансем. Вилнӗ арӑмӗ аса килет: «Кӗтсе илеймерӗ!» — пӑшӑлтатрӗ вӑл хурлӑхлӑн… — Ҫакса вӗлерчӗҫ вӗт! Алексей кресло ҫине ларчӗ, аллисене туйи ҫине хӗреслесе хурса янахӗпе тӗртӗнчӗ те, типпӗн, начальникле ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн тӑватӑн ҫак? Пӗртте Якку кукки пек мар ҫын, каменщик Петӗр час-часах калатчӗ: «Кирек те мӗнле тапаланса, кирек мӗне шанса пурӑн, ҫапах та тупӑкпа ҫӑваран никам та хӑтӑлас ҫук» тетчӗ. Аристократ пуҫ мимине вӑл халӑх чунне куҫарса лартнӑ. Калама ҫук айван ҫав азиатсем! Вара вӑл епле пулнине йӑлтах каласа парать, — салтакӑн тӗрӗссипе каламалла. Каҫхи апат хыҫҫӑн тепрер сехетрен эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан пӗчӗк ҫуртӑн хуҫисемпе сывпуллашрӑм. — Кам вара? Ҫав ухмах этемӗн пӗрех хут ҫатма тытасчӗ те пӗр чарӑнмасӑр тӳнккесчӗ, анчах тавҫӑрса илеймест ҫав; хушӑран хушӑ ҫеҫ кӑшкӑрать, ҫавӑнпа эпӗ йӗр ҫухататӑп, ишессе эпӗ пурпӗрех ишетӗп-ха, акӑ, сасартӑк сасӑ хам хыҫрах илтӗнчӗ. Маннӑ пулать! Кӑштах пулӑшӑп та кайӑп. Гастролер тесе ан калатӑр». Инҫе каймалла пулман. Вара часах ҫӑмӑл ҫул тата хавхалануллӑ ир Воропаевӑн пурнӑҫа йӗркелесси ҫинчен пыракан асаплӑ шухӑшӗсене сирсе ячӗҫ. — Вӑл Николай Антоныч Татаринов, халь приӗмнӑйрах эсир йышӑнасса кӗтсе тӑраканни. Ӗненеҫҫӗ! Вӑкӑрсемшӗн райӗҫтӑвкомра ҫапӑҫма тивет, унсӑрӑн ӗҫ тухмӗ… Тути ҫине тӗкӗр хутӑмӑр — тӗкӗр пасармасть!.. Утма йывӑр. — Эсӗ пирӗн пата ыран каҫпа пыр. Халь ӗнтӗ ҫав чи лайӑх тухтӑра, чӗртме пултараканнине, шыраса тупмалла — вара ача вилӗмрен хӑтӑлчӗ; анчах вӑл тухтӑра тупаймарӑн, е эсӗ ху унран аякра пурӑнатӑн, — ачана та чӗртеймерӗн. Анчах эсир… Килнӗ ҫынсене палласа илсен, Мойсей Мойсеич малтан тӗлӗннипе те савӑннипе хытса тӑчӗ, унтан аллисене ҫатлаттарчӗ, ахлатса ячӗ. Мотор чыхӑнчӗ те шӑпланчӗ. Вӗсем ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, сисчӳллӗн йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, хӑлхисене тӑратса итлерӗҫ. — Ну, мӗн эсир, Клавдия Михайловна… — Килентернӗшӗн акӑ сире пӗр тенкӗ — ку ҫ-ҫителӗклӗ пулать! — Анчах ӑна аркатнӑ вӗт-ха. Вӗсем пӗр вӑхӑта шӑпланчӗҫ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхса ларчӗҫ. Говэн малалла калаҫма пуҫларӗ: — Ҫак тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул историре юнлӑ ҫул пулса юлӗ. Кӳрентӗм эпӗ, ватӑ ҫын, ҫавӑн пек хахатьсемшӗн вара пӗрре ҫав сӑмаха тӗпчеме пикентӗм, — мӗне пӗлтерет-ха вӑл? — тетӗп. Ҫапла вара пирӗн хушшӑмӑрта сисӗмсемпе шухӑшсене улӑштарасси пулма пултараймасть: пӗр-пӗрин ҫинчен эпир питӗ лайӑх пӗлсе ҫитрӗмӗр, ытлашшине пӗлме кирлӗ те мар пире, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтересси ҫеҫ юлать. Анчах Хӗвелӗн полюсӗнче экватортинчен сивӗрех тесе шухӑшлани тӗрӗс мар. Юрать-ха, санӑн ҫӗрле килтех пулнӑ — эпӗ ӑна хам пӗлетӗп. — Мӗн пулнӑ кунта сирӗн? Профессор пӗр-икӗ сӑмах Дани чӗлхипе каласа хучӗ. Фаэтонӑн Скорпион ҫӑлтӑрлӑхӗ хушшипе иртсе каймалла пулнӑ. Тискер ҫӑлтӑрлӑх ҫав тери хӑрушшӑн курӑннӑ, хӗвеллӗ лашисем унран хӑраса ӳксе ӗрӗхсех кайнӑ. Фаэтонӑн вӑйсӑр аллисем учӗсене тытса чарайман, ҫавна пула инкек сиксе тухнӑ: хӗвеллӗ кӳми хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнса Ҫӗр патнех ҫывхарнӑ. Кӳмерен ялкӑшса-тӑкӑнса пыракан вӗри ҫулӑм Ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпе вут тӗрте-тӗрте хӑварнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫӗнтермелле пулассине кӑна пӗлсе тӑнӑ. — Тӑхта, ма ун пекех тытӑнкӑллӑ калаҫатӑн? Эсӗ мана хуть службӑран кӑларса яр, эпӗ ҫапах та, йӗксӗке ҫавна тивӗҫлӗ пулсассӑн, эпӗ ӑна ӑҫтан пӑхмаллине лайӑх пӗлӗп! Пурӑнасшӑн ҫунакан ҫынсем хулан урамӗсем тӑрӑх хыпаланса утаҫҫӗ. Ылтӑнпа сутӑ тӑвакансем приискӑсен конторӗсем умӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, Бендиго завочӗпе Александр сӑрчӗсенчи хаклӑ металсен транспорчӗсене, экспортлакан туземецсен полицийӗ килессе кӗтеҫҫӗ вӗсем. Сывӑ пултӑр пирӗн синьор! Томӑн ҫӗнӗрен пӑшӑрханмалли пысӑк япаласем тупӑнчӗҫ: Бекки Тэчер шкула ҫӳреме пӑрахрӗ. — Вӑл, пӳрнине картта тӑрӑх шутарса пырса, малалла каларӗ: — Акӑлчансем пирӗн ҫыран хӗррине кирек хӑш вырӑнта та анма пултараҫҫӗ. Анчах ҫав Отелло тенӗскерех каҫхине, ӑна садра Зинаида шыраса тупса мӗншӗн эсӗ питӗ салхуллӑ тесе ыйтсан, мӗнлерех хытӑ макӑрчӗ хӗр ытамӗнче? «Кӑна Санька туртса кӑларнӑ ӗнтӗ, — терӗм эпӗ хама. Мӗскӗн ача! Эпӗ вӑл суйрех пулӗ тесе шутлатӑп, анчах вӑл суйни таса, таса ҫав, мӗншӗн тесен вӑл мана унпа йӑпатма шухӑшланӑ. Вӑл ӑна тара тытнӑ, вара Ромашов Николай Антоныч ҫинчен шкулта кам мӗн калаҫнине вӑрттӑн итлесе ҫӳренӗ, кайса каласа панӑ. Унтан вӑл Жукова никама та каламӑп тесе сӑмах партарнӑ та ӑна хӑйӗн элекӗсем ҫинчен пӗлтернӗ. Вуникӗ сехет тӗлнелле вӑрантӑмӑр та ҫыран хӗррине кайрӑмӑр. Хӗрсе кайса вылямалли вӑйӑсене чарнӑ, мӗншӗн хӗрарӑмсене юххалла, сисӗм-туйӑма тарӑхтармалла тумланса ҫӳреме чармаҫҫӗ? Тепӗр минутран, тапӑнакансенчен пиллӗкӗшӗсӗр пуҫне: хӳмен шал енче выртакан тӑватӑ пиратсӑр тата тул енче выртаканнисӗр пуҫне, пӗри те юлмарӗҫ. Мӗн вара, эпӗ унӑн тусӗ-и, тӑванӗ-и! Самантрах эпӗ тӑвайккинчен чупса антӑм. Эпӗ акӑ хам ирӗкпе пурӑнман, ҫынсем хушнӑ пек пурӑннӑ. Лав чарӑнчӗ, Том ҫӑварне карса пӑрахрӗ, ниепле те хупаймасть, унтан, пырне темӗн ларнӑ пек, ҫӑварне темиҫе хут уҫа-уҫа хупрӗ. Ку вӗт хальччен те, уйрӑм хуҫалӑх чухне те, ҫапла пулнӑ. — Мӗншӗн, тӑванӑм, уйрӑмах сана ҫав хисеп? Вӑлах тата кашни сенаторах хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен каласа парса вӗсене хӳтӗленӗ хыҫҫӑн, сасӑланӑ чухне вара хӑйӗн шухӑшӗсемшӗн мар, ыттисен шухӑшӗсемшӗн сасӑлама хушать, мӗншӗн тесен ҫак йӗркене пӑхӑнса сасӑланин результачӗ обществӑшӑн ялан усӑллӑ пулать. Акӑ Ежов — мӗн вара вӑл? Эс йӗр луччӗ — вӑл этем туман ӗҫ мар… Ку чӑнахах та юрӑ пулчӗ иккен, хӗрарӑм сасси, чечен те таса сасӑ, анчах ӑҫта-ха вӑл?.. — Тӗрлӗрен. Пӗрисем математикӑна лайӑх пӗлеҫҫӗ, Петр Могила ҫинчен илтмен те, теприсем Петр Могилӑна пӗлеҫҫӗ, уйӑх ҫинчен ӑнлантарса пама пултараймаҫҫӗ. Пароход ҫинчен рупорпа кӑшкӑрчӗҫ те, ҫынӑн янравсӑр сасси каҫхи тӗттӗмлӗх ҫӑтса янӑ йытӑ сассисем пекех ытлашши пулчӗ. Каҫхине чей-и? Эп ӑна, выльӑха, ӗненнӗ… — Мӗнле кӗвӗҫекен пулса кайрӗ вӑл, пӑх-ха эс ӑна! Эпӗ санран икӗ хут аслӑ-ҫке, аманса пӗтнӗскер, сӑнсӑрскер, шатра питлӗскер, эсӗ нимӗн те курмастӑн… Пурах ҫав мӗн пирки шухӑшламалли! — Пулӑҫӑ-ӑ! Вӑн епле эсӗ! Пур куҫсем те пирӗн ҫине пӑхаҫҫӗ. — Сывлӑх сунатӑп, — терӗ тимӗрҫӗ Дани чӗлхипе. Унӑн географи енӗпе ӗҫленӗ ӗҫӗсем, унӑн юлашки вӑхӑтра тупнӑ ҫӗнӗ япалисем ҫинчен туса панӑ отчёчӗсем Географилле обществӑн «Бюллетенӗсем» ҫинче ҫапӑнса пыни, вӑл пӗтӗм тӗнчипе ҫыру ҫӳретни — ҫаксем пурте Паганеле Францин чи паллӑ ученӑйӗсенчен пӗри пулса тӑракан тунӑ. — Секретарь лару пуҫланнӑранпа Макар ҫине малтанхи хут пӑхса илчӗ, хӑйӗн унӑн-кунӑн ҫапӑнса пӑхкалакан сивӗннӗ куҫӗсемпе пӗр самант ун ҫине пӑхса тӑчӗ. Иккӗмӗш хутӗнче пӑрахут пушшех те хытӑрах силленсе илчӗ, сӑмси унӑн сисмен ҫӗртенех ҫӳлелле ҫӗкленчӗ, ҫавӑнтах аялалла анчӗ, ҫав вӑхӑтра пысӑк хум унӑн сулахай аяккинчи ҫаврака чӳречисене пырса ҫапрӗ. Нью Кэстльри ҫӗркӑмрӑк шахтисем тинӗс айӗнче выртмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑн-и мӗн? — терӗ пичче. — Ҫапла, кӑнтӑрла иртсен. Халь ӗнтӗ сыхлануллӑрах пулмалла. — Лайӑх пуласса кӗтнӗ чух — пурӑнаҫҫӗ, анчах та кӗтмелли нимӗн те ҫук чух — мӗнле пурнӑҫ пултӑр? Эпӗ тулли стакана ӗҫсе яраймасӑрах хыпаланса тӑтӑм та Катя манран ӗлӗкхи пекех, хупа пӗрле парашют илетӗн-и, тесе ыйтса пӗлчӗ. — Аллӑ фунт парӑпӑр, — терӗ Джон Мангльс. Тӗрӗк хайхискер кмет хул пуҫҫинчен пусса ҫӳлелле улӑхрӗ. Эпӗ ӑна кирлӗ пулсанах телефонпа чӗнесси ҫинчен малтанах асӑрхаттартӑм. Генри Пойндекстерпе ҫак яшӑ вӑрҫса кайни ҫинчен калас-тӑк, — тенӗ татах Зеб, регуляторсен пуҫлӑхӗ ҫинелле пӑхса, — эпӗ ӑна ӗненместӗп. Лӑпӑртатни мар, витӗмлӗрех доказательствӑсем пуличчен нихӑҫан та эпӗ ӗненес ҫук. Кун хыҫҫӑн Сильвер ман ҫине: «Ҫӑмӑл мар самант», тенӗ пек пӑхса илчӗ, эпӗ унпа пӗтӗмпех килӗшрӗм. Халӗ вӑл ман ҫине каллех ачашшӑн пӑхма тытӑнчӗ. Пӑхса савӑн, Гек! Ку ҫак таврашсенчи чи авантарах шӑтӑк. Эсир пур енӗпе те итлӗр ӑна, вӑл ман умра сирӗншӗн те, крепӑҫшӗн те ответ тытӗ», — терӗ. — Питӗ аван, сэр, — терӗ Айртон. Хӑҫан та пулсан, сан ҫинчен эпӗ епле нумай шухӑшланине пӗлӗн-ши эсӗ, вилес умӗн пӗр хут та пулин сан ҫине пӑхса илес килнине пӗлӗн-ши эсӗ! Мартини ун ҫине шикленсе пӑхса илчӗ. Ахаль ҫул ҫӳрекенсем ҫеҫ пулас пулсан, вӗсем ҫулпала пырӗччӗҫ, вӑрман витӗр йӑпшӑнса пымӗччӗҫ. Ҫак вӑхӑтра пӗччен кӑна пулман-мӗн вӑл, унпа пӗрле хӑй тусӗсенчен пӗри пулнӑ, мӗн пулса иртнине вӑл та, Вальтер Ралей пекех, хӑй куҫӗпе курнӑ, курма кӑна мар, тавлашкаласа та илнӗ пулнӑ вӑл харкашаканнисемпе. Тепӗр кунне Вальтер Ралей ҫак ӗҫ пирки шӑп ҫав ҫынпа калаҫса пӑхнӑ, анчах тусӗ ӑна ку ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен йӑлт урӑхла каласа панӑ. — Старик ӳтне эпӗ йывӑҫ патне тӑратрӑм та тӑвансенчен кашнинех хӑйсен уххисемпе йӗпписене патӑм. Вӗсем ҫинчен ытларах пӗлсе ҫитрӗм те ҫав ӗлӗкхи интересшӗн хама ятлама пуҫларӑм. Маншӑн ырӑ тӑвакан, ман пурнӑҫа тата — унтан та ытла — ырӑ ята ҫӑлса хӑваракан, сыв пултӑр, сыв пултӑр. Унтан, хашкаса, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те ҫӗрре хӑвӑла ячӗ. Чул ҫине касса ҫырмалла. — Англи ялавӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Джон Мангльс, Паганель трубине ярса илсе. Дэвид Ливингстон вилнӗ. — Тӳррипех калатӑп, хаклӑ Эдуард, ҫав телейсӗр ҫине эпӗ асапсӑр пӑхма та пултараймастӑп. — Вӗсем ҫинчен эпӗ мӗн пӗлнине ҫырас пулсан, туршӑн та, йӗр нимӗҫ те чӗрӗ юлман пулӗччӗ, — терӗ вӑл тутсене ҫыртса. — Эппин Ромашов Катьӑна качча илесшӗн? — О, калаҫсам, калаҫсам тата… — Англие эпир тытса тӑратпӑр! — мӑкӑртатрӗ вӑл, машина ҫине ларнӑ май. Унӑн куҫӗсем пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗҫ, унта темӗнле хура пӑнчӑ курӑннӑ иккен. Вӑл ун пек савӑк ҫын иккенне эпӗ нихҫан та курманччӗ-ха. — Шӑпланӑр, каччӑсем! Анчах та ку хыпар, темиҫе ҫултан пӗтӗм тӗнчери географсене тӗлӗнтермеллискер, Катьӑна нимӗн чухлӗ те хумхатмарӗ. Акӑ ӗнтӗ кӗнекесем тӑхӑр уйӑх этажерка ҫинче выртаҫҫӗ, Гайнан вӗсем ҫинчен тусанне шӑлма та мана-мана каять, хаҫатсем бандерольпе килнӗ халлӗнех ҫыру сӗтелӗ айӗнче йӑваланаҫҫӗ, журнала, черетлӗ ҫур ҫул тӳлевне татманшӑн, текех ярса памаҫҫӗ, хӑй вара Ромашов подпоручик пухура эрех нумай ӗҫет, полк дамипе вӑрахранпах ӗнтӗ лапӑрчӑк та кичем ҫыхӑну тытса пурӑнать, ҫавӑнпа пӗрлех унӑн ӳслӗкпе чирлӗ кӗвӗҫ упӑшкине улталать, штос вылять, часран-часах службипе те, юлташӗсемпе те, хӑй пурнӑҫӗпе те тӑкӑскӑлана-тӑкӑскӑлана илет. Ҫаплах уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ-и тен вӗсем — тӑван та мар, ют та марскерсем. Унта эсӗ правительствӑран ҫӗр утмӑл морг ҫӗр илӗн, тӳлеме вара нумай мар, чугун ҫул компанине ҫеҫ тӳлӗн. — Хӑшӗ? — хӑрӑлтатакан сасӑпа ыйтрӗ Егор, пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе. Вӑл вара хӑй пӗтме пултарнине тавҫӑрса: «Ара, айӑпли манӑн пуҫӑм мар-ҫке, пачах урӑх вырӑн!» тесе кӑшкӑрса янӑ. Уншӑн пӗтӗм тӗнче ҫӗнӗ ҫутӑпа ҫуталнӑ. Вӑл ҫынсен ҫӗнӗ, юратма тивӗҫ енӗсене аван курнӑ, Монтанелли вара, уншӑн пилӗк ҫул хушши тӗнчере чи лайӑх ҫын пулнӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ тӗнӗн пулас пророкӗ пек туйӑннӑ. — Арҫын амӑшӗ патне пычӗ те урмӑшнӑ сасӑпа васкавлӑн калаҫма пуҫларӗ: — Апла пулсан, паллашма ирӗк парӑр! Дöнгоф мӗн тумаллине ҫур сӑмахранах ӑнланакан тусӗ пулнӑ, вӑл ҫавӑнтах тухса та кайрӗ; секретарь тухса каясшӑн пулмарӗ, анчах Марья Николаевна ӑна нумай аппаланса тӑмасӑрах кӑларса ячӗ. Телейлӗ юлӑр… Анчах ҫак самантра ура сассисем илтӗнчӗҫ — фермерсем сарай патне ҫитрӗҫ, кӗҫех вӗсем ҫӑрана кӗмсӗртеттерме те тытӑнчӗҫ. — Эпӗ сире каларӑм вӗт, халех тухма ир тесе, — терӗ вӗсенчен пӗри, — вӗсем ҫитеймен-ха, хӑвӑрах куратӑр, ҫӑри алӑк ҫинчех. Инсаров именчӗ. Ҫын-мӗн курасран ҫав тери хытӑ асӑрханса килтен витӗнкӗҫ илсе тухрӑмӑр. Ҫавӑн пек сыхлансах, эпир ӑна каялла илсе килтӗмӗр. Питӗ йӳнӗ ыйтрӑмӑр, тӑватӑ тенкӗ ҫурӑччӗ пулас, пурпӗр никам та илмерӗ. Пӗррехинче вӑл ҫапла каларӗ: — Ӗҫ — упа мар, вӑрмана тарас ҫук, тени вӑл — тӗрӗс мар. Юрӑхсӑр ҫанталӑк чӑтӑмлӑ ҫынна та чӑтӑмсӑрлатать. Анчах нимӗн тума та ҫук; ҫак тӑвӑлра ҫӗр шӑтӑкӗнчен ухмах ҫын кӑна тухма пултарӗ. Кунсӑр пуҫне Окленда ҫитиччен темиҫе кун каймалла пулать, ҫавӑнпа та пӗр вуникӗ сехет кая юлни те Гленарван экспедицишӗн ниме те пӗлтермест. Вӗсем хӗвел анса ҫитичченех ҫывӑрчӗҫ, хӗвел анса пӑртак тӗттӗмленсен, урапасем сӗрме тытӑнчӗҫ. Пулать вӗт-ха хӑшпӗрин тӗлне телей, ха, мӗн чухлӗ пухнӑ вӑл, мӗн кӑна ҫук-тӑр кунта! Вӗсем хӑна пӳлӗмӗнче. Ҫав вӑхӑтрах Грант капитан ачисем валли те каюта хатӗрлерӗ, мӗншӗн тесен Элен Мэри Гранта «Дункан» экспедицинчен хӑварма пултараймасть. Павел ҫав пӗчӗк хура кӗлетке ҫине темиҫе хут та ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. — Турра шӗкӗр, эс ирӗкре ӗнтӗ халь, — терӗ вӑл. Ҫӑка айне ларса юлнӑ котелока пӑхкаласа, Озеров салтаксем патне пырса тӑчӗ. Сасартӑк Ваҫили Андрейч тем калама пуҫланӑ. Гусев ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса: — Пӑрах, ҫав каппайчӑк ҫине ан та пӑх. Анчах пӑнчӑсем хушшинче унӑн таврашӗнчи вӗрирен хӑтӑлма пулать тесе ан та шухӑшла. — Мӗншӗн? Лена хӗреле-хӗреле каять, нимӗн те чӗнмест, анчах хӑйшӗн пурте савӑннине ӑнланать; ӑна ӑмсанаҫҫӗ пулсан та, вӗсем лайӑх кӑмӑлпа ӑмсанаҫҫӗ, ун пек ӑмсану яланах лайӑх, анчах кӑшт савӑнӑҫсӑртарах ҫынсен пулать. Вӑкӑрсем ӑҫта кайса кӗнине пӗлес пулать. Пит-куҫӗ ун тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ, гимнастёрки кӑкӑр умӗнчен ҫурӑлса кайнӑ, ҫамки ҫинче — юн, чармак куҫӗсем шуралса кайнӑ та сехре хӑпнипе нимскер те курмаҫҫӗ. Многие домы исписаны буквами из сусального золота, до черзвычайности. Хохол, хулпуҫҫине хутлатса илчӗ те хуллен:— Вӑл тискер кайӑкран кая мар сиенлӗччӗ. — Манӑн чуна пӗтерсе эс хӑвӑн чунна хуплатӑн, — терӗ старик. Манас пулать ӑна, хам ҫинчен ҫав юрату тӑллисене вӗҫертсе пӑрахас пулать. Унсӑр пуҫне тата, пирӗн эрехре нимӗнле хутӑштарнӑ ют япаласем те ҫук. Кашни эрнерех лашасене вӑрла-вӑрла каятчӗ, ӑна никам та тытма пултарайман. Ӑна вӑл хӑяккӑн ҫавӑрса вырттарма хӑтланса пӑхрӗ, анчах вӑйӗ ҫитеймерӗ: Андрей крыльца умӗнче выртакан чул пек йывӑр. Утрав ҫывӑхӗпе Англин карапӗ «Пальмира» иртсе пынӑ. Куҫусене пӑхсан — хӑюллӑ вӗсем санӑн, анчах хӗрарӑмпа чухне, авӑ, хӑюсӑрланатӑн. Радуб башньӑн иккӗмӗш хутӗнче, пусма тӗлӗнче тӑрать, вӑл, аллине авӑрланӑ мушкет тытса, тухса тарма тӑрӑшакан пӑлхавҫӑсене асӑрхаса тӑрать. Инсаров пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ, Елена патне чупса ҫитрӗ, ун умне чӗркуҫленчӗ те, ӑна ыталаса, пуҫӗпе ун ҫумне лапчӑнчӗ. Тата ҫилӗ ытларах пултӑрччӗ! Хуллен хускалчӗ ун хыҫӗнчен Ромашов та. Эпӗ тӗпсӗр шӑтӑк ӑшнелле кӑшт ҫеҫ пӑхса илме ӗлкӗртӗм пулин те, ҫапах вӑл мӗнлине курса асӑрхарӑм. Мӗн чухлӗ кӑна ҫакӑн пек калаҫса ирттермен вӗсем, — калаҫу вӗсене, пӗр-пӗрин пирки кӑмӑлсӑр тунинчен урӑх нимӗн те парайман. Корнуэльск утравӗсем ҫинче тахҫан карапсене ҫакнашкал ҫутӑсемпе улталанӑ пекех, халь Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем те пире улталама шутлӗҫ. Пӗрре мана тепле майпа казаксен станцинчи сулахай флангра пӗр икӗ эрне хушши пурӑнма тӳрӗ килчӗ; ҫавӑнтах пӗр батальон пехота та тӑратчӗ; офицерсем пӗр-пӗрин патне пухӑнатчӗҫ, каҫсерен картла вылятчӗҫ. — Тасалӑха пӑсакансен вилӗмӗпе! — терӗ Паганель. — Ах, яланах ҫӗкленӳллӗ температура манӑн! — калаҫрӗ Раиса Александровна, куллипеле хӑй сӑмахӗсенче темле уйрӑммӑн ӑнланмалли илемсӗр пӗлтерӗш пуррине палӑртасшӑн пулса. — Ҫӗр те вунпиллӗк хур. Акӑ сан ҫине те пӑхатӑп, анчах — кам эс, курмастӑп. Епле капла пулса тӑчӗ-ха, Катя Полярнӑйра иккен? Мӗншӗн? Феррари полковник, Бризигелла коменданчӗ, — Риварес амантнӑ офицерӑн пиччӗшӗ. Вӑл тискер кайӑк, хӑйӗн тӑшманне тавӑрмасӑр лӑпланас ҫук. Вӗсем пӗр-пӗрне кирлӗ хыпарсене ҫийӗнчех пӗлтерсе тӑнине тата вӗсем пӗр-пӗринпе мӗнле вӑрттӑн майсемпе ҫыхӑну тытнине ӗненме те йывӑр пулнӑ. Эппин унӑн малаллах утмалла иккен-ха. Сӗтел хушшинче ларакан Половцевпа кравать ҫинче яланхи пекех тирпейсӗр выртакан Лятьевский «смирно» команда панӑ чухнехи пек сиксе тӑчӗҫ. Тин-тин-тин! Гусев, марсиансен чӗлхине пӗлменнипе питех кулянмасӑр, хӑйӗн ҫӗнӗ пӗлӗшӗсене Раҫҫей пирки, вӑрҫӑ, революци пирки, хӑйӗн паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартма пуҫларӗ, ҫав тери суйса мухтанать: — Гусев — ку манӑн хушамат. Ҫул ҫинче хресченсем ним тума пӗлмен енне кӑшкӑркаласа пычӗҫ: — Пурне те персе пӑрахрӗҫ! Эпир гейзер сирпӗнсе тухакан вӑта ҫӗрте кӳлленсе выртакан пӗчӗкрех шыв бассейнӗ патне ҫитрӗмӗр. — Ҫук, нимӗнех те мар. Яков ӗнтӗ тахҫанах, хӑй сисмесӗрех, пиччӗшӗ типпӗн хушнисене итлесе пӑхӑнма хӑнӑхнӑ, ку уншӑн аван та пулнӑ, фабрикӑри ӗҫсемшӗн ответлӑ пулассине чакарнӑ, анчах халӗ вӑл ҫапах та:— Кочегарне хӑварма кирлӗччӗ, — терӗ. Ҫакна курни мана мӗн тери тӗлӗнтернине каласа та параяс ҫук, тӗлӗнӳ часах Володьӑн хӑтланӑвне ырланипе улшӑнчӗ: халӗ мана ҫак хӑтлану хӑй мар, ҫапла тума кӑмӑллӑ иккенне вӑл мӗнле майпа пӗлни тӗлӗнтерчӗ. Ӑшӑпа ҫемӗҫсе кайнӑскер, пӗчӗк кӑмака хыҫӗнчен тухрӗ те вӑл, ним чӗнмесӗр, темиҫе секунд хушши комбат ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Эп пуҫ тайрӑм. Персире мусульмансен шайсей-вахсей теекен юнлӑ уявне курнӑ. Пусмапа улӑхнӑ чух кӑна темӗн ҫинчен питӗ ҫивӗч каласа паракан Варвара пӳлӗме, ҫӗнӗ пушмакӗсене чӗриклеттерсе, чӗрне вӗҫҫӗн кӗрсе тӑчӗ. Виҫҫӗмӗшӗ чӑтлӑхсем ҫинчен икҫӗр фута яхӑн ҫӳлте тӑрать. Ку ӳсен-тӑрансен тӗнчин улӑпӗ, хӗрлӗ туналлӑ, темиҫе хӑлаҫ хулӑмӗшлӗ йывӑҫ пулнӑ. Унӑн айӗнче пӗр взвод утса ҫӳреме пултарӗччӗ. Ытла та тӗлӗнмелле ҫав Василин ӳсӗр ҫыннӑнни евӗрлӗ сӑнӗ, йӳле янӑ таса мар кӗрен кӗпе ҫинчен тӑвӑр сюртук тӑхӑнса ҫӳрени кӗлеткине те килӗшӳсӗр тӑвать. Вӑл хӑй паллакан пӗр ватӑ ҫынпа, те отставкӑна тухнӑ, те ӗҫрен кӑларса янӑ прокурорпа, тӗрлӗ вӑрттӑн ӗҫсене лайӑх пӗлекенскерпе (паллах, никам ятне те каласа кӑтартмасӑр) канашласа пӑхма шутларӗ. Ун ҫине пӑхма ывӑнса, Фома куҫӗсене майӗпен пӳлӗм тӑрӑх ҫӳретме пуҫланӑ. — Мӗнле чӗнес тетӗр, ҫавӑн пек чӗнӗр! — терӗ амӑшӗ шухӑшлӑн. Халӗ хӗрарӑм урӑхларах, паҫӑрхи евӗр мар, шеллӗн те савӑнӑҫсӑр кулнӑ пек туйӑннӑ. Ну, ман валли укҫа илсе килтӗн-и? Кайса ҫыврӑр, кун ҫинчен эпӗ урӑх илтем мар, унсӑрӑн эпӗ сана дефицитсем лайӑх кӑтартӑп — ӗмӗр манаймӑн! Анчах та ыттисенчен ыйтса пӑхас пулать… Акӑ эпир чарӑнтӑмӑр, такам алӑк патӗнче тӑрать, алла тытнӑ тупӑк чӳхенет, чӗтрет, акӑ тупӑка урайне лартаҫҫӗ. Эпир чылайччен чӗнмесӗр лартӑмӑр. Чӗлпӗрӗ урисем хушшинче чӑлханса пынӑ. Ҫав мӗскӗн Михеич ял хуҫалӑхӗнче мӗн пӗлет-ха вӑл? Ҫав хушӑрах арӑмӗ унӑн ҫап-ҫутӑ, ахаль чух ҫиленчӗкрех курӑнакан куҫӗсен кӗтессисенче куҫҫулӗ капланнине асӑрхарӗ те шурса кайрӗ: «Санӑн каймалла мар-и, Андрюша?» — тесе ыйтсан, — «Ыран каймалла, ҫимеллисем хатӗрле», терӗ ӑна упӑшки. Час-часах чӑнлӑх вырӑнне ларакан суя чӑнах та, тӗрӗс пулнӑ пекех ҫыпҫӑнса пырать. Эпӗ чупса кайрӑм та Триумфальнӑй площадьре, табак сутакан будка умӗнче тухтӑрпа Петькӑна тӗл пултӑм. Йӑнӑш тунине асӑрханӑ хыҫҫӑн ун пирки эпӗ полицейскине хӑйне каларӑм. — Хуҫи ӑҫта? Фельдфебель, вӗренӳ хыҫҫӑн Карташова пӗр сехете пӑшалла тӑрататӑн. — Кам калать сана — «усӑсӑр» тесе? Куҫ хӗррипе ҫеҫ куртӑм. Выльӑхсене пуснине хирӗҫ питӗ вӑйлӑ калаҫмалла. Фома апатран тӳрех хреснашшӗсем патне кайнӑ. Люба килте пӗчченех пулнӑ. Вӑл ӑна хирӗҫ тухса илнӗ. «Испаньола» каютинче те начар мар-ҫке: хӗҫпӑшалсем нумай, вӑрҫӑ хатӗрӗсем нумай, ӗҫме-ҫиме нумай, чаплӑ эрехсем те нумай. Анчах каютӑра шыв ҫук. — Кампа? Э! Хӑвӑрт! Ҫылӑха мӗн пытармалли пур ӗнтӗ, тулла кӳрсе пама кӑштах тӑхтас тенӗччӗ ҫав… Эпӗ ҫав ача выртнӑ ҫӗре пырса ҫитрӗм, анчах ҫын пулӑшмасӑр пульӑна кӑларма ҫук, ачана пӗччен пӑрахса хӑварса ҫын шырама кайма та май килмест — мӗншӗн тесен ачин сывлӑхӗ питӗ начарччӗ, вӑл вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрлансах пычӗ; унтан аташма тытӑнчӗ, мана хӑй ҫывӑхне те ямасть, енчен эпӗ сулӑ ҫине пурӑпа хӗрес лартсан, мана вӗлеретӗп тесе кӑшкӑрать, темӗн те каласа аташать, эпӗ нимӗн тума аптрарӑм; кунта ҫын пулӑшмасӑр нимӗн те тума май ҫук терӗм; ҫав вӑхӑтра таҫтан ҫак негр тухса тӑчӗ те мана пулӑшма пулчӗ, вара мӗн кирлине пӗтӗмпех питӗ хӑвӑрт турӗ. Вӗсем ӑна илсе кайнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ. — Чарӑн, мӗн пулчӗ тата? Профессор Ганс приборсене майласа хунӑ чул сӑмсаxӗ патнелле утса кайрӗ. Р. S. Астӑватни, чунӑм, ҫак ҫырма ҫийӗн Мӑн лӑсӑллӑччӗ йӑмра, Эс мана вут-хӗм чуппуна парнелеттӗн,Эп те юлман парӑмра. Айккинче хӑйӗн попугайӗпе ларакан Сильвер та, вӗсем иртӗхсе кайнӑ пирки, нимӗн чухлӗ те асӑрхаттармарӗ. Берсенев ҫаплах хирӗҫ сӑмах чӗнмерӗ, тикӗс ҫулпа хӑвӑрттӑн малалла утрӗ. Ҫавӑнпа та, шел пулсан та, эпир ӑна пӗтӗмпех ҫунтарса ярӑпӑр. Ҫапла темиҫе хут калаҫнӑ хыҫҫӑн его величество ман ҫинчен лайӑхла шухӑшла пуҫларӗ. — Мӗскер тума шут тытрӑн апла? Мӗншӗн эсир тупӑсемпе пеме пуҫламарӑр? — Ҫемен, епле эсӗ мана пике-хӗр теме пултаратӑн-ха?! Вӑл Лука Александрыча, унӑн Федюшка ятлӑ ывӑлне, верстак айӗнчи хӳтӗ вырӑна аса илнӗ… Ку — Тимур иккен. — Пуян эс… Пӑлханнӑ яла зондер-команда, таврари ытти ялсене тӗп тунӑ пекех, тӗппипех ҫунтарса янӑ. Ҫакна пула, нимӗҫсем ку района «вилӗ зона» тенӗ. Ӑнланатӑн-и, тусӑм? Юнашар постсенче тӑракан милиционерсем чупса пырас пулсан (вӗсем пӗчченшерӗн ҫӳреместчӗҫ), ҫав вырӑнта вӗсем хутланса выртнӑ вилӗсӗр пуҫне никама та курас ҫук. Государствӑн законӗ каллех хӑй правине кӗрет. Пӗтӗмпех сурма тапратрӗ. Унта вӑл хӑйӗн коллекцине сайра тӗл пулакан темиҫе хурт-кӑпшанкӑпа пуянлатнӑ, халь вара чӑтӑмсӑррӑн Сан-Францискӑна каялла таврӑнма васканӑ, таврӑнсан тупӑша хӑвӑртрах хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмӗнчи ешчӗксене вырнаҫтарса хурасшӑн ҫуннӑ. Ҫук, Давыдовпа пулнӑ харкашура хӑйне пӗрре те парӑннӑ ҫын вырӑнне хумарӗ вӑл, ҫавӑнпа та калаҫӑва малаллах тӑсма шутларӗ: — Эсӗ канмалли кунсем пирки нимӗн те каламарӑн, председатель! — Рыбин ун ҫине пӑхса илчӗ, пӗр хушӑ чӗнмерӗ, унтан тепӗр хут каларӗ: — Улпутсенчен аяккарах тӑрас пулать. Пурте хамӑр алӑра, пурне те майлаштарӑпӑр, факт! Кӗҫнерникун, июлӗн 30-мӗшӗ. — Савниҫӗм манӑн — мана тивӗҫет, эпӗ — ӑна, — тенӗ вӑл, вӗсене хӗр хӑлхи витӗр хӑех витерсе. Ҫав ҫӗр нимӗнле сигнал та пулмарӗ. — Эпӗ нимӗн те пӗлмен-ҫке, Иван Павлыч! — Вӑл ята пӗлместӗп эпӗ. (Калаҫаканни ӳсӗрсе илчӗ.) Эх, епле улталатпӑр та дикарьсене! Хӑшпӗр чухне, ҫуртана сӳнтерсе, чӑркуҫленсе ларатчӗ те:— Кам мана юратать, турӑҫӑм, кама эпӗ кирлӗ? — тесе кӳренсе чӑшкӑратчӗ. Эпир Таня ҫинчен тепле мансах кайнӑччӗ: салтак ӑна хӑйӗн пысӑк, илемлӗ кӳлепипе пиртен пӳлсе илнӗн туйӑнчӗ. — Ман шутпа — ытлашши хушса ҫырнисем те пур. — Нумайранпа. — Фок на гитовы! — команда парать Джон Мангльс. Темиҫе ҫекунд шӑп пулса тӑчӗ, унтан ҫав сасах:— Ыран ҫак сехетре парӑнмастӑр пулсан, тапӑнма пуҫлатпӑр, — терӗ. Ҫак газ евӗрлӗ витӗме кометӑн пуҫӗ теҫҫӗ. Эсӗ мана пулӑшас тетӗн-и? Ӗҫес унпа… — тесе шухӑшланӑ та Фома, Ежов патне уттарнӑ. Яков Лукич ҫапла калать пек ӑна: «Вацлав Августович, пирӗн иксӗмӗрӗн венчет тутарма юрамасть: эсӗ, имшерскер пулин те, ҫапах арҫын-ҫке. Антип старик ҫине шелленӗ пек пӑхрӗ: — Эсӗ ҫавнашкал ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнине пӗлмен эпӗ, мучи, атту сана артистсен асаплӑ пурнӑҫӗ ҫинчен каласа та паман пулӑттӑм… Аппӑшӗ ӑна ӳпкевлӗ, макӑрас пек сасӑпа ӳкӗтленӗ: — Кай, кай ху патна, тӗшӗрттер ыйхӑна, вӑрман арҫурийӗ, ылханлӑскер! Анчах Устин ӑна илтмӗш пулчӗ. Пӗр вӑхӑт эпир шарламасӑр лартӑмӑр, хушӑран перо чӗриклетни илтӗнет те, Кораблев ҫиленнӗ кӑмӑлпа ятлаҫкаласа илет. — Ан пӑшӑрхан, ан ҫиллен! — терӗ ывӑлӗ. Мазурка хыҫҫӑн Пӗрремӗш мӑшӑрта ташланӑ ҫамрӑк ҫын каҫхи апат ҫинӗ чух пирӗнпе пӗрле ачасен сӗтелӗ хушшине ларчӗ те уйрӑммӑнах ман ҫине пӑха пуҫларӗ, эхер инкек курнӑ хыҫҫӑн мӗн те пулин туйма пултарсан, ҫакӑ манӑн хама хам юратас кӑмӑла самаях хӑпартлантарнӑ пулӗччӗ. Ах тупата, каллех пӗр-пӗр турӑ ҫыннин чунне татрӗҫ пуль… Эсир ӑҫталла тата? Лӑпах тӗлме-тӗл, тепӗр ҫыранӗ ҫумӗнче, тем пысӑкӑш тополь айӗнче пӗчӗк кимӗ тӑнӑ. Ҫил «Пилигрима» тӳрех ҫӗр патнелле хӑваларӗ. Вӑл мӗн каланине итлесе тӑнӑ май, хамӑн мӗн ӑнӑҫманнине аса илтӗм те, чӗрем чике-чике ыратрӗ. Апла та капла, «ман пичче ывӑлӗ» чӗлхесӗр, калаҫма пултараймасть, текелесе, тем тӗрлӗ те кӑтартса пӑхрӗ вӑл, анчах капла тунипе коменданта пушшех пӑтраштарса ячӗ. «Сана кошевоя суйларӑмӑр, часрах пыр!» Хамӑрӑн вара чунра хӗрарӑм енӗпе — ҫӗршер тӗрлӗрен айӑп. Вӑл выҫӑпа начарланса ҫитнӗ ултӑ пин рабочисемпе вунӑ сентшӑн кунӗпе ӗҫлекен ҫич-сакӑр ҫулхи пӗчӗк ачасене курнӑ. Чечексене шӑварсан, пианино ҫинче сапаланса выртакан нотӑсене йӗркеллӗн купаласа хурсан, амӑшӗ сӑмавар ҫине пӑхса илчӗ те:— Тасатас пулать… — терӗ. Кунтан та виҫҫӗмӗш хута кукӑр-макӑр пусма тӑрӑх хӑпарма пулать, унта замока тухакан тимӗр алӑк пур. 1942 ҫулхи ҫулла, чи шӑрӑх вӑхӑтра, Мускаври Н-ски госпиталӗн йывӑр юман алӑкӗнчен, хура йывӑҫран тунӑ ҫирӗп туя ҫине тайӑнса, паттӑр кӑна ҫамрӑк ҫын тухрӗ. Мӗнле ӗҫпеччӗ тата? Ун хуппи тымарринчен пуҫласа ҫӳлти турачӗсем таранах, ҫӑмлӑ тирне витӗннӗ пек мӑкпа мӑкланса ларнӑ. Алексей ал тупанӗсене тути умне тытрӗ те мӗнпур вӑйран кӑшкӑрчӗ: — Охо-хо! Дантонпа Робеспьер ӑна пӗлнӗ. Кунашкал юратакан ҫынсем хӑйсене те савассине нихҫан та ӗненмеҫҫӗ (мӗншӗн тесен мана ӑнланман ҫыншӑн хама хам шеллемесӗр пӗтересси пушшех чыслӑрах), яланах нишлӗ пулаҫҫӗ, асапсен пӗлтерӗшне ҫакӑ та ӳстерет; нумайӑшӗ яланлӑхах юратса пӑрахаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсене юратнӑ ҫынна парнеленӗ асапсен ырӑ ятне ҫухатма йывӑр пулӗччӗ; хӑйсем чунтан парӑнса тӑнине ӑна ӗнентерессишӗн вилме яланах хатӗр, анчах юратнине куллен вак-тӗвексемпе кӑтартассинчен йӗрӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вак-тӗвексемпе кӗрмешни кӑмӑла вӑйлӑн ҫӗклентерме пултараймасть. Грэй, алӑкран май хыҫҫӑн чупса тухнӑскер, ҫӳлӗ боцмана, вӑл ҫӗҫҫипе тепӗр хут хӑмсарма ӗлкӗричченех, ҫав вырӑнтах вӗлерчӗ. Тупӑшатпӑр эпир — тупӑшатпӑр: Ромашка манӑн пӳрнесем урлӑ пекӗпе сӑтӑрмалла. Эпӗ алла туртса илмелле мар, кӑшкӑрма та юрамасть мана. Ҫак ответпа посол Лилипутие таврӑннӑ; Блефуску императорӗ мӗн пулни ҫинчен мана пӗтӗмпех каласа пачӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑй — эсир ман патра ӗҫре юлас тетӗр пулсан, сире ырӑ кӑмӑлпа хамӑн хӳтлӗхе илме пултаратӑп, терӗ те ҫакӑн ҫинчен никама та пӗлтерме хушмарӗ. Император мана чӑн кӑмӑлтан каларӗ тесе шутларӑм пулин те, монархсемсӗр пурӑнма май пулнӑ чухне эпӗ вӗсене урӑх шанма шутламарӑм. Ҫавӑнпа мана ырӑ кӑмӑлпа йышӑнса пӑхнӑшӑн императора тав турӑм та хам кайма шутланӑшӑн его величествӑран каҫару ыйтрӑм. Эпир паян ҫӳренӗ вырӑнсенчен инҫех мар-и? Эх, эсир, айвансем! Кам тухас тет, тухӑр, эпӗ кӗтетӗп. Аслӑ Артамонов ун ҫинелле аллипе сулчӗ те вӑраххӑн садалла кайрӗ, Яков, ун умӗн минтерсем йӑтса пырса, кичеммӗн шухӑшларӗ: «Тӑвансем: атте, тете, — анчах мӗн тума кирлӗ вӗсем мана? Ӑкӑ вӑл килчӗ те. Вӑл Яптунгай ӑратнин стойбищийӗ. — Пӑрахӑр! — терӗ Марийка сивӗреххӗн. Кӗрӗр тетӗп, мӗн мӗшӗлтететӗр унта? Виҫӗ уйӑх маларах Андрей килтен, ҫемьерен уйрӑлса каяс йывӑрлӑха пӗрремӗш хут тӳссе ирттернӗччӗ. — Дежурнӑйпе помощниксемсӗр пуҫне кунта урӑх никам та ан пултӑр! Володя патне Дубков адъютант тата студент Нехлюдов князь ыттисенчен час-часрах килсе ҫӳреҫҫӗ. Дик Сэнд ҫакӑн пек пуласса ҫирӗп шанчӗ. Ыттисем пӗрер ҫӑмах ҫисе ярса тепрер ҫӑмах илме тӑнӑ ҫӗре, лешӗ чашӑк тӗпне панӑн хӑма сарнӑ килкартийӗ пек, яп-яка тасатса хурать. Каях… Ирхине Яков Лукич хӑнана вӑратрӗ. — Килӗшрӗм! — Марина кӗпи аркине ҫӗклесе ӑна Любишкин сӑмси умӗнче варкӑштарчӗ, ҫав хушӑра шупка-хӗрлӗн курӑнакан мӑнтӑркка та тӗксӗмрех чӗркуҫҫи кукрисене тата хӑйма пек сарӑрах тӗслӗ тӗреклӗ те тачка ӳтне ҫиҫтерсе кӑтартрӗ. Вӑл пӗрре вӑрманпа ял ҫинелле, тепре ферма евӗрлӗ хутор хушшинчи тӳремлӗхре, карта тытса ҫаврӑннӑ аран-аран кӑна палӑракан ҫурт-йӗрсемпе йывӑҫсем ҫинелле пӑхрӗ. — Похода каяс пулсан, ӑслӑрах пул, мана, ват ҫынна, итле. — Тӗл пулас пулсан та, вӑл пирӗнтен ӑслӑрах, — терӗ Оленин старик каҫхине каланӑ сӑмахсене тепӗр хут — ӑна улталаймӑн. Прокофьич, ил-ха вӗсен шинельне. Нумай ҫӗрте туса пӗтереймен дзотсемпе блиндажсене туса пӗтӗрсе, ҫиелтен ҫерем касӑкӗсемпе, туратсемпе тата ҫӗрме пуҫланӑ курӑкпа вите-вите маскӑларӗҫ. — Хӗр еннелле ҫаврӑнса, вӑл сатуррӑн куҫ хӗсрӗ, анчах ытла савӑнӑҫлах мар йӑл кулчӗ: — Тепӗр ҫур сехетрен килетӗп, эсӗ, Нюра, ҫав вӑхӑта кирлӗ пек тумланса тӑр. — Турӑ пулсамччӗ маншӑн, Николай Дмитрич, сирӗн пата улпут щикатулкине хума май килмӗ-ши, — терӗ аттен хашкама пуҫланӑ камердинерӗ, кӳме ӑшӗнчен пуҫне кӑларса, — вӑл пӗчӗккӗ… Шапа вӑл — ирсӗр япала, вустрицӑра вара ырӑ йӑх юнӗ чупать! «Мӗнле ку? Райком кӑтартӑвӗсене пӑхмасӑр, коллективизаци вӑхӑтӗнче тата вӑрлӑх фончӗ пуҫтарнӑ вӑхӑтра, сулахайла лини тытса пынӑ. Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑм Наталия Козловская, ҫутӑ кӑвакрах тӗслӗ ҫӗнӗ платье тӑхӑннӑскер, хулпуҫҫине шурӑ тутӑр витсе янӑскер, пырса ҫитрӗ, ҫынсене ҫиленсе сирсе салатрӗ, ҫенӗхе кӗчӗ, кукленсе ларчӗ те хыттӑн каларӗ: — Ухмахсем — вӑл чӗрӗ! — Ан пӑшӑрханӑр, Иван Иваныч! — Луиза, мана чӑннипе кала. Валеҫсе памалла ӑна. — Ах, турӑҫӑм! — ассӑн сывласа янӑ Фома, ура ҫине ҫӗкленсе. Куҫҫуль юхнипе эпӗ урӑх ҫырма пултараймастӑп. Серёжа Брузжак иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ типографинче ӗҫлет. Эпӗ хам пуҫӑмпа та, ал-урасемпе те, пит-куҫӑмпа та еху евӗрлӗ пулнипе, анчах ехусем лайӑх мар ӗҫсем тӑвас тӗлӗшпе чее пулсан та, вӗсем чи ухмах выльӑхсенчен те каярах шутланса нимӗнле ӗҫ тумашкӑн та вӗренме пултарайманнипе, ман хуҫан эпӗ мӗнле ҫӗршывран килнипе мана ӑслӑ ӗҫсем тума кам вӗрентни ҫинчен питех те пӗлес килнӗ. «Епле! Королева Маргон пӳлӗмӗсенче те тӑвӑрччӗ, анчах унта илемлӗччӗ. Трагеди фронт ҫывӑхӗнче кӑна. — Апла пулсан, эпӗ ӑсран кайнӑ пулӗ, эпӗ кун ҫути куратӑп, ҫил шавланине тата хумсем пырса ҫапӑннине те илтрӗм. Ман атте ҫак сӑмахсене илтсен тата ытларах хӑраса ӳкнӗ: вӗсем ӑна тӗлӗнмелле те хӑрушӑ пек туйӑннӑ, вӑл вара кистьсене тата палитрине пӑрахнӑ та пӳлӗмрен тухса тарнӑ. Башньӑра хупӑнса ларнисене тартас мар тесе, вӑл пурне те тунӑ. — Виҫӗ хутлӑ ҫурт ҫӳллӗш япалана пӗр кун хушшинче тума пулмасть. Упа хӑрушшӑн хӑртлатса мӗкӗрсе ячӗ те кайри урисем ҫине тӑчӗ, унтан вара, Алексей тепӗр хут пеме те ӗлкӗреймерӗ, ҫавӑнтах юр ҫине ларса хытса кайрӗ. Пирӗнпе ҫӳреме кӑмӑлӗ те, вӑхӑчӗ те ҫук пулас. Вилнӗ тӑванӗсен шӑммисене вӗсен лайӑх пуҫтарса ҫӑваҫҫӗ, тасатаҫҫӗ, шӑлса та якатаҫҫӗ, вара, пысӑк хисеп парса, «удупӑна», урӑхла каласан, «канлӗх ҫуртне» кайса чикеҫҫӗ. Ку вӑл манӑн пурнӑҫри чи йывӑр асаилӳсенчен пӗри, ҫитменнине тата вӗсем пӗр евӗрлӗ асаилӳсем. Огнянов шӑпах Тантал ҫинчен калакан юмаха асне илчӗ, Тантал ҫапла шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗррине ҫитсе тӑнӑ чух, шыв ӗҫес килнипе пырӗ типсе кайнӑ пулнӑ, анчах вӑл ҫитсе тӑрсан пӗр тумлам та ӗҫеймен. — Чӑнахах-и? — терӗ Санин. Ҫак самантра Том Аустинӑн лаши кӗҫенсе ячӗ те шыв айӗнче ҫухалчӗ. Майор чух эсир мана, калӑпӑр, юратса пӑрахрӑр, генерала тухатӑр та — юратми пулатӑр. — Меккӑна хӑҫан каятӑн? Леона ҫак тӗлте пӗчӗкҫеҫ юханшыв пек пулса ансӑрланса каять те фортпала ял хыҫӗнче юхса выртать. — Дегтяренко сасартӑках хӑй те, Леночка пекех, юриех хаваслӑн калаҫма тӑрӑшнине туйрӗ. Сахӑр усӑллӑ вӑл, ҫийӗр, — терӗ те вӑл, Михайла мучи енне ҫаврӑнчӗ. — Каллех кӗл куписем патне кайса килтӗмӗр. — Ҫак декрет пирки эсир мӗн каласа пама пултаратӑр? «Вӑл ӗнтӗ иккӗмӗш кун нимӗн те ҫимен». Тӑшманран, шурӑ ҫӗлен-калтаран мӑшкӑл тӳссе ларма сӑмах паман эпӗ! Машӑпа хӑвӑр хӗреснаннӗре пысӑк йывӑрлӑха хӑваратӑп эпӗ. — Ну, община ҫинчен, — терӗ вӑл, — хӑвӑрӑн шӑлнӑрпа калаҫсан авантарах пулӗ. Вӑл ӗнтӗ община, куланай тӳленӗ чухне пӗр-пӗриншӗн панӑ порука, урӑлӑх тата ытти ҫавӑн пек япаласем мӗн иккенне тутанса курчӗ пулмалла. Ухмахсем пек тухса каяр та сакӑр-тӑхӑр пинлӗх пуянлӑх пӑрахса хӑварар-и, ӑна ҫавӑнтах кам та пулин хӑй аллине ҫавӑрса илтӗр-и вара? Пӗтӗм вӑя пухса, ӗҫе тытӑнатпӑр. Анчах манӑн секретарьсемпе калаҫма вӑхӑт ҫук. Пӗр салтак пантерӑна пӑшалпа печӗ. — Кала. Вӗсем ӗнтӗ уҫланкӑ урлӑ каҫнӑпа пӗрех. — Сирӗн пеккисем пирки пулса тухрӗ вӑл, — терӗ те кил хуҫи арӑмӗ, ухватне кӑмакаран кӑларнӑ хыҫҫӑн, ӑнлантарса пачӗ: — Пӗррехинче ҫапла, ҫӗрле, сирӗн пеккисем, хамӑр хӗрлӗ армейцӑсем килсе кӗчӗҫ те, ялтисем хайхи вӗсене пытарма тытӑнчӗҫ. Василий Иванович, тенкел ҫинчен хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те, «Робертран» пӗр юрӑ сыпӑкне юрласа ячӗ: «Закон, закон, закон эп хамшӑн турӑм, Хава… хава… хаваслӑн пурӑнма!» Тӑвӑл Тепӗр эрнере, февралӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 21-мӗшчен, карап ҫинче нимех те пулса иртмерӗ. Тӳремлӗх урлӑ каҫса каякан Икӗ Талисман ятлӑ юханшыв лапамӑн сарлакӑшӗ кӑштах пӗр километр ытларах пулнӑ. Санӑн рабочие юратма хӑюлӑх ҫитрӗ, а идейӑна юратмастӑн. Анчах тӑван ҫинчен асӑнасса эпӗ никама та памастӑп, — терӗ вӑл харӑлтатса, унӑн хулӑн туталлӑ йӑпӑшка пичӗ салхуланчӗ. Тӗрӗссипе вара, пӗр сехет хушши ӗнтӗ вӑл отвертка тытса кӑна тӑрать, ҫав инструмент аслашшӗне хӑҫан кирлӗ пуласса ҫеҫ кӗтет. Леноре фрау ним тума пӗлменнипе хурланса илчӗ, унтан мӗн пӳрнине пӑхӑнма шутларӗ, анчах ҫак лӑпкӑлӑх та часах вӑрттӑнлӑ хаваслӑх ҫине куҫрӗ, вӑл ҫак хаваслӑха кӑтартмарӗ, пытарса усрарӗ. — Санӑн вӑл пӗр кӗленче шурӑ эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫавӑрӑнса кайнӑ, — хуллен хушса хучӗ Ванюшка Найденов. — Халь ӗнтӗ каллех Матрунь мӑнакку патне кай, ҫуркунне пароход ҫине. Юрӑ евӗр янӑрамалла тӗлте вӑл ҫухрашса янӑ, чуна тивсе чӗтрентермелле вырӑнта хӑрӑлтатма тытӑннӑ, кӗскен каласан, унӑн кӑмӑл-туйӑмне ниепле те парӑнман. Амӑшӗпе ывалӗ, упӑшкипе арӑмӗ е икӗ савни тӗл пулнӑ чух малтанхи самантра мӗнле сӑмахсем каланине пуҫра тытса хӑварма май пур-и-ха, ара? Каланаҫҫӗ чи-чи ансат, куллен-кунхи чи ахаль пуплевсем, хут ҫине тӗп-тӗрӗссӗн ҫырса пырас пулсан, кулӑшларах та-ха вӗсем. Ман ҫине шанма пултаратӑр. Урӑх никама та хуман тӗнчере… …Ватӑ джентльмен Ф. Г. Колокольчиков доктор хӑйӗн садӗнче стена сехетне юсаса ларатчӗ. — Туземецсем тӑваттӑн кӑна сыхлаҫҫӗ, ыттисем пурте ҫывӑрнӑ. — Хӑюллӑрах ӗҫлӗр! — терӗ Вильсон. Халӗ хӗвеланӑҫнелле каймалли ҫула тӑшман Мускавран пӗр сакӑрвун километрта татнӑ, ҫав кӗске ҫул татӑкӗ тӑрӑх хула ҫывӑхӗнчи ҫыхӑну ҫеҫ пулнӑ. Паллах ӗнтӗ — хупах. Карчӑк, ман таврашра тӗпӗртетсе, темӗн ӑшлаттаркаларӗ, анчах эпӗ вӑл саламланине илтмерӗм. Мучи ҫамкине хыҫса илчӗ, хӗрлӗ куҫӗпе Егорушка ҫине ҫӳлелле пӑхрӗ, вара малалла калаҫса кайрӗ: — Славяносербск патӗнчи Максим Николаич улпут та пӗлӗр ҫапла хӑйӗн ачине вӗренме илсе кайрӗ. Атту вӑл пӑру мӑйне ҫакнӑ хӑнкӑрма пек тӑнкӑртатать, ӑна пула ыттисен ырӑ сӑмахне те илтме ҫук, — терӗ Павел Любишкин, хулӑм сассине хытармасӑр. Каҫхине вӑл темӗн ытла шухӑшлӑччӗ, паян ирпе пусӑ патӗнче тӗл пулсан вӑл мана тата шухӑшлӑрах пек курӑнчӗ. Серёжа виҫӗ хут печӗ, анчах пӗринче те тивретеймерӗ. — Нагульнов террор пуҫласа янӑ, никама та пӗр сӑмах калама паман. — Турӑ кайӑкӗсем. — Ольга пӗртте усал мар, кӑмӑлӗ ҫеҫ ҫавнашкал ун. Тӗтӗм пек тӗксӗм тӗслӗ ҫуртсем илемлӗ пек туйӑнмаҫҫӗ. Сасартӑк чӳрече уҫӑлса кайнӑ. Темӗнле хӗрарӑм-тарҫӑ сасси ҫуйхашса ҫӗрлехи таса шӑплӑха пӑснӑ та, «асап тӳссе вилнӗ ача» ҫине лаштах шыв пырса сапӑннӑ. — Ман шухӑшпа ҫак мӗнпур тӗксӗм историнче тӗрӗсреххи акӑ мӗн пулать, — терӗ вӑл, яланхи пекех лӑпкӑ сассипе. Эпӗ пӗр ҫинчен, пӗр хӑрушӑ ӗҫ ҫинчен пӗлетӗп… Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫамрӑк хӗрарӑмӑн питне, тӑнлавӗсене каллех тарӑхнӑ сӑн пырса ҫапать: унӑн ачин чӗрине ҫӗнтерсе илессишӗн пыракан кӗрешӳре вӑл ҫав хресченпе пӗр арена ҫине, пӗр шая тӑчӗ, анчах лешӗ, «хлоп», ҫӗнтерчӗ. Сывлӑш ахаль те чӑтмалла мар пӑчӑччӗ, вӑл халӗ йӑлтах ҫунӑк эрех, сухан, сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑпсен, хӑватлӑ бакун махоркӑн, таса мар ӳтӗн шӑршипе кӑмӑла лӗклентермеллех тулса ларнӑн туйӑнать. Паллах, Том тахҫанах пӑрахса тарнӑ ӗнтӗ тесе шухӑшланӑ Полли мӑнаккӑшӗ, ҫавӑнпа та, Том пӗр хӑрамасӑррӑх хай патне ҫывхӑрнине курсан, тӗлӗнсех кайрӗ вӑл: — Халӗ ӗнтӗ манӑн уҫӑлса ҫӳреме кайма юрать-и? — тесе ыйтрӗ Том. — Итлӗр-ха, — терӗ шӑппӑн, вӗсене те пӗшкӗнме хушса. — А мӗн? Мӗнчул вӑхӑтранпа аннине ҫулҫуревҫӗсенчен пӗри те шайласа илме пултараймарӗҫ. Вӑл яланах европеецсем пек хӳхӗм тумланса ҫӳрет, сухалне яка хырать. Хӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ духи шӑрши кӗрет. Пӗвесем тӗлӗпе иртсе пынӑ чухне, юлашки хут Царицыно ҫине пӑхса киленес шутпа, пурте чарӑнса тӑчӗҫ. Пӳлӗмне куна полк штабне аякри уйрӑм-уйрӑм ҫӗрсенче тӑракан офицерсем килсен вӑхӑтлӑха пурӑнма тесе уйӑрнӑ. Анчах унта вечерсем вӑхӑтӗнче яланах, пӗр кравачӗ ҫине икшер е виҫшер те пӑрахса, ытла ӳсӗр офицерсене купалаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, ун пирки эпӗ, тахҫанах татса каланӑ. Ку вӑл ман куҫ умӗнче пулнӑ иккӗмӗш виле, малтанхи виле пирки тулнӑ хуйхӑ та манӑн чӗрере ҫав тери уҫҫӑн тӑрать-ҫке-ха. Капӑртма, виноград эрехе, мӑкӑньпе пылран тунӑ ҫимелли е ытти пылак япала кирлӗ мар; пӗр такине пӗтӗмпех йӑтса пыр, качака давай, хӗрӗх ҫул ларнӑ пылне пар! Эрех ытларах илсе кил, изюмпа, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа хутӑштарнӑ эрех мар, чашлатса, кӑпӑкланса тӑракан таса эрех илсе кил». Ку вӑхӑтра кашни кунах пухусем туса ирттермелле пулчӗ, колхоз йӗркелерӗмӗр, правлени суйларӑмӑр, бригадӑсем туса хутӑмӑр, факт! Вӑл хӗрсен пӳртӗнче, унта Белецкий пырса кӗрсен, кӑшкӑрашу та ҫуйхашу тапраннине илтрӗ, вара тепӗр темиҫе минутран Белецкий унтан епле ҫухӑрса, тӗпӗртетсе тата кулса сиксе тухса пусма ҫинчен аннине курчӗ. Атлантидӑн тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫӗрӗ ҫине ярса пуссанах куҫса ҫӳревҫӗсем сӑваплӑ Туле хулине тапӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин патне ҫырса тӑнӑ хушӑра хӗр хӑй енчен «аслӑ лейтенант юлташа» тахҫанах кӑмӑллани ҫинчен, анчах та вӑл ҫакӑн пек хуйхӑ тӳсмелле пулман пулсан, ҫав кӑмӑлланине ӑна хӑйне нихҫан та пӗлтерес ҫукчӗ, тесе ҫырса пӗлтернӗ. Хӑш-пӗр чух ҫул ҫинчи вӗтӗ йывӑҫ тӗмисен турачӗсем повозка тӗпне сӑтӑркаласа илеҫҫӗ. Акӑ тата тепри тухса тӑчӗ, — шӑлӗсене йӗрсе пӑрахрӗ те аманнӑ йытӑ пек туртӑнса авкаланать. Анчах мӗнле тӑвас тетӗн-ха ун пек? Акӑ мӗн, Бен Роджерс, ӗҫе эсӗ кирлӗ пек тӑвасшӑн-и е ҫук-и? — Паллах, ҫапла. Урӑхла мӗнле пултӑр-ха тата? — Кам вӑл Паша? — ыйтрӗ хуҫа, ларса. Сассисем инҫетрен илтӗнсе килнӗ тата аран ҫеҫ илтӗннӗ пулсан та, ҫапах та ӗнтӗ унта икӗ сасӑ пулнине уйӑрса илме май килнӗ: хӗрарӑмпа арҫын сасси? Инсаров каштах куҫне хӗсрӗ, пӳрнипе янахне тӗртсе, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Сан йӑмӑкку Матрунь патне, унӑн ывӑлӗ патне… Ӑна лайӑх урок кирлӗ курӑнать, ӑса кӗртни ытлашши пулмӗ. — Кӑштах тӑхтӑр-ха, — терӗ ӑна Елена. Хулпуҫҫисем ҫинче ылттӑн, ҫаннисем ҫинче ылттӑн, пилӗк таран ылттӑн тумтир, ҫӗлӗкӗ те ылттӑнлӑ, пиҫиххийӗ те ылттӑн, пур ҫӗрте те ылттӑнлӑ, пур япали те ылттӑнран; ҫуркунне хӗвел пӑхать вӗт-ха, пахчара тӗрлӗ кайӑксем чӗриклетсе юрлаҫҫӗ, курӑк тутлӑ шӑршӑ сарать, вӑл та ылттӑн тумтирпе шӑп ҫавӑн пекех ҫиҫсе тӑрать, воевода ӑна утланма та чи лайӑх лаша панӑ: пӗр лаши икҫӗр червонец тӑрать». Вӑл тӳрех башня еннелле утрӗ. Илсе юл-ха ӗнтӗ, ырӑ ҫыннӑм, иккӗмӗш телеграммине те. Сӑнарӑм эпӗ. Анчах та ыйтма хӑяймарӗ, хӑй ӑнланайман ҫынсем ҫинчен, унӑн ывӑлне хӑйӗншӗн хӑрушла калаҫма тата шухӑшлама вӗрентнӗ ҫынсем ҫинчен каланине сывлӑшне чарса итлерӗ. — Шуйттан пӗлет-и вӗсене! Кулкаланӑ май, Разметнов малалла каласа кайрӗ: — Никам та суранланман, чиперех, Ҫапла, кайрӑм, асӑрханас тесе, чӳрече хуппине хупрӑм та лампа ҫутрӑм. Манӑн куҫӑм тӗтреленсе килчӗ; эпӗ хӑрах чӗркуҫҫи ҫине ларасшӑнччӗ — иккӗшин ҫине те чӗркуҫлентӗм — вара Зинаида пӳрнисене тутампа майсӑр сӗртӗнтӗм, хамӑн сӑмсам вӗҫне ун чӗрнипе кӑштах шӑйӑртӑм. — Чупма вӑй ҫитнӗ таран чупатӑп, унтан утма тытӑнатӑп. Анчах ун хыҫӗнчен, 1827 ҫулта, Англинчен пынӑ судно, кит тытакан «Меркурий», туземецсен аллинчен аран-аран ҫӑлӑнса тухнӑ. Ҫӳлӗ хӳмепе йӑвӑ кипариссен хушшинчи ансӑр коридор тӑрӑх чупрӗ вӑл, вӗҫсӗр-хӗррисӗр таппа лекнипе хӑраса ӑсран кайнӑ пӗчӗк тискер кайӑк евӗрлӗ чупрӗ. — Эпӗ Засекина княгиня; эсир В. господин ывӑлӗ-и? Любовь, ҫӳҫенсе кайса, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫын ҫине тав тӑвакан куҫсемпе пӑхса илнӗ, унтан:— Ҫӑмӑлах мар, анчах эпӗ хӑнӑхнӑ ӗнтӗ… Блувштейн лакей пек пӗшкӗнсе, аллинчи подноса Петлюра енне тӑсрӗ. Нивушлӗ вӑл пуҫне ахалех ҫухатрӗ? — Хӑшне? — Мӗн пирки килӗшмест-ха вӑл сана? — тепӗр хут ыйтрӗ Лозневой. Анна Васильевнӑсӑр пуҫне пурте пӳлӗмрен тухса кайрӗҫ. Икӗ инвалид башкира салтӑнтарма тытӑнчӗҫ. — Каяр, Тетка, — тенӗ хуҫи. — Тӑхта, Серафим, вӑл хӑй калатӑр… Ӑспа ҫирӗппӗн пӗлсе тӑратӑп, чӗрепе — ниепле те ӗненместӗп!» Унтах, айккинчи стенасем ҫинче, пӑхӑр тазсем тата хӗҫпӑшал таврашсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, сак айӗнче арбузсемпе кавӑнсем выртаҫҫӗ. Рубцов ҫав тери нумай пӗлесшӗн ҫунатчӗ, пӗлеслӗх енӗпе тӑранма та пӗлместчӗ. Ирхине эпир илӗм-тилӗмпех вӑрантӑмӑр та, йытӑсене хамӑра илентерес тата Джима апат кайса ҫитерекен негрпа лайӑхрах паллашас тесе, негрсем пурӑнакан пӗчӗк пӳртсем патнелле утрӑмӑр. Мӗн тӗп вырӑнта пулнӑ-ха унӑн пурнӑҫӗнче? — Чӑнах кун пек те пулма пултарать. — Миллион километршӑн пӗр тенкӗ, ку кашни астрономи единицишӗн ҫӗр аллӑ тенкӗ пулать. Кайса выртам-ха. — Ун пек пулма пултараймӗ. — Анчах та урӑхла мӗнле-ха? Мана нимӗнпе те тав тума кирлӗ мар, ҫакӑн ҫинчен хам сире таса чунпа пӗлтерни те маншӑн ҫителӗклӗ. Чура сутуҫи хӑйне темиҫе пин доллар услам пама пултаракан ӗҫе ҫав тери лайӑх ӑнланчӗ. Пурте йӗркеллех, эпӗ каҫхине Валька патӗнче илтнӗ сӑмахсене те асӑнмастӑп. — Авӑ епле иккен эсӗ! — тенӗ вӑл юлашкинчен. Тӗнчере сахал-им вара Николайсем! — Камӑн каймалла-и? — хирӗҫ чӗнчӗ урядник, — Бурлак пичче кайса килнӗ, Фомушкин кайса килнӗ, — терӗ вӑл ҫирӗппӗнех мар. Ҫак хушӑра Радуб сержант пӗр салтака ҫапла асӑрхаттарчӗ: — Эсӗ шӑплан! Наукӑра ыттисенчен начар ан пул. Бризигелла епископӗ ҫинчен калатӑр-и эсир? Доминикино унта корзинка йӑтса, йӳнӗ хӗрессем сутакан пек пулса каясшӑн. Сасартӑк хыҫӑмран такам пынӑ пек туйӑнчӗ мана. Сирӗн статьяран, содержанине улӑштармасӑр тӳрлетес пулсан, питӗ лайӑх статья тума пулать. Пӗрисем Пьюран, теприсем Флинтран хӑратчӗҫ. «Ҫук, — тет, — пӗлетпӗр эпир сире, вӑкӑрсене! — тет. Челкаш ун ҫине пӑхрӗ. Эпӗ чемоданран ҫурта кӑларса тивертрӗм те япаласене вырнаҫтарма тытӑнтӑм: хӗҫпе пӑшала кӗтесе тӑратрӑм, пистолета сӗтел ҫине хутӑм, буркӑна сак ҫине сарса хутӑм, казак тепӗр сак ҫине сарса выртрӗ. «Пире никама та кӗртме хушман». Ку вӑл ҫавӑн чухнехи вӑхӑтра калама ҫук хӑюллӑ шухӑш пулнӑ: христиан тӗнӗ ун чух тӗнче нихӑҫан пӗтми япала, ӑна турӑ мӗнле тунӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех ҫаплипех юлать, тесе вӗрентнӗ-ҫке-ха. — Ӑҫта каяҫҫӗ-ши вӗсем, хулана-и? — Ара, эсир-и ку? Разметнов юлташ! Халӗ корпусри госпитальте выртать иккен, анчах ҫак кунсенчех унтан тухма хатӗрленет. Часах килет, те вӗсене. Вӗсем каллех шӑп пулчӗҫ. Вӑл ӑна юратнӑ пек туйӑнать мана. — Мӗн каларӑн-ха эсӗ? Разметнов! Таврара пӗр чӗрчун та ҫук. Вӑл Совет влаҫне юрама тӑрӑшнӑ иккен. Витӗрех курӑнакан сывлӑшӗ ҫӗре питӗ аслӑлатса ӑна тем пысӑкӑш пек кӑтартать. Каллех азотейӑра Луиза Пойндекстершӗн хӑйне ҫавӑрса илнӗ кӑмӑл-шухӑшпа кӗрешесси ҫӑмӑлах пулман. Халь мӗнле те пулин тутар таврашӗсем килсе тухсассӑнччӗ! Вара козак хӗҫӗ мӗнле япала иккенне пӗлӗҫ вӗсем». — Мӗнле… чылайлӑха-и? Хам Испанире ҫапӑҫнӑ вӑхӑтра Катя кунта ҫулталӑк хушши пурӑннӑ. — Ну, хам вӑрмана вара эпӗ сирӗн хулӑрпа ним тусан та улӑштарман, пулӑттӑм, — пуҫне сулкаласа каларӗ Олеся. Исправник, хаяр та хӑрушӑ вӑрӑ-хураха кӗтнӗскер, вунвиҫӗ ҫулхи имшеркке ачана курсассӑн, тӗлӗнчӗ. Мересьев трубкӑна хучӗ. Вӗсем ӑна тен, сехӗрленсе ӳкнипе манса кайрӗҫ пулӗ, тен тата, юрнех, вӑрҫнӑшӑн, хӗненӗшӗн тарӑхса пӑрахса хӑварчӗҫ пулӗ. Пӗччен тӑрса юлсан вӑл, урса кайнӑскер, ҫул ҫине патаккине шаккарӗ, унтан аллисене чӑсса юлташӗсене чӗнчӗ, анчах ҫул ҫинчен вуҫех аташса кайрӗ те, тинӗс еннелле ыткӑнас вырӑнне, ял еннелле чупса кайрӗ. Эсир кунта саккӑрӑн ӗҫсӗр выртатӑр. Манӑн пӗр палланӑ полицмейстер пурччӗ. Владимир Петрович тесе чӗнетчӗҫ. Айртон пирӗн «Дункан» ҫинчи юлташсене ҫичӗ кун хушшинче Сноуи хӗррине илсе ҫитеретӗп терӗ. Эпӗ ӑна ултӑ кун иртнӗ ҫӗре тума сӑмах паратӑп. Такам пӗри пӑлхарла кӑшкӑрашрӗ: — Акӑ пире мӗнле мӑшкӑл кӑтартасшӑн пулчӗҫ? Хамӑр хулана вут тӗртме!.. Сывлӑшра темле уҫӑмсӑр сасӑсем илтӗнкелеме пуҫларӗҫ; инҫетре пин-пин сасӑпа калаҫнӑ пек туйӑнчӗ: вӗсем Мускав патнелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. — Ҫавӑ кӑна-и? — Хмм. — Калаҫса илтӗмӗр пулать! Вӑл хӑй ӗҫне тӑвать! Лӑк тулнӑ вагонсенче вӑрҫма, кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ. — Ав, ҫав перрон ҫинче пыракан старикпе калаҫса пӑхӑр. Фома шыв хӗрринчех тӑнӑ, унӑн мӗн те пулин кӑшкӑрса ярас килнӗ, анчах вӑл аран чӑткаланӑ, — касӑлнӑ сулӑ аяккарах кайтӑр та, ҫав ӳсӗрскерсем юлнӑ сыпӑсем ҫине сиксе ан каҫайччӑр, тенӗ. — Эсир кайни питех те шел, — терӗ Рыбин яланхи пек мар ҫемҫе сасӑпа. — Манӑн пӗр япалана та ахаль ирттермелле мар, — тет пичче, телей мана ҫак ҫыран хӗррине илсе килчӗ пулас, эпӗ ӑна малтан лайӑх тишкерсе пӗлсен ҫеҫ тухса каятӑп. Морякӑн туйӑмӗ вӗсене пӗр самантрах хӑлхасене тӑраттарчӗ. Вӑл калать: пурӑнатӑп, тет, хамӑн турӑ пулӑшнипе, урӑхла тата мӗнле пурӑнас? тет. Эпӗ кукамайӑн ӑшӑ аякки ҫумне таянтӑм та ҫывӑрса карӑм. Йывӑҫра квасцӑллӑ япаласем нумай пулни ӑна ҫунма памаҫҫӗ. Пурнӑҫ кунта яланах пит лӑпкӑн иртсе пынӑ. Анчах савӑнӑҫлӑ праҫник — выльӑх клемеленӗ праҫник килсе ҫитсен, ӗҫкӗ-ҫикӗсенчи савӑнӑҫлӑ шав нумай кун хушши сывлӑшра янӑраса тӑнӑ. Темӗнле лайӑх палӑрман кӗлеткесем тӗттӗмре ачасем патнелле ҫывхарса килчӗҫ. Ҫав кӗлеткесем умӗнче авалхи йышши шӑвӑҫ хунар чӳхенсе пычӗ, ҫӗр ҫинелле вӑл, чӗкеҫ шатрисем тӑкнӑ пекех, темӗн чухлӗ ҫутӑ хӗмсем тӑкать. Ун пек ҫынсем ҫинче, тӑванӑм, ҫӗр чӑмӑрӗ тытӑнса тӑрать. Ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Иккӗмӗш листок шхунӑна ҫырса кӑтартнӑ вырӑнтан пуҫланса каять: «… Чуралӑх пӗтменнине вӗсем курмаҫҫӗ, курасшӑн тӑрӑшмаҫҫӗ те, мӗншӗн тесен ҫынсем урӑх ҫын ӗҫленипе усӑ курма ҫаплах юратаҫҫӗ тата ҫакна аван, тӗрӗс тесе шутлаҫҫӗ. Ступина хумханнипе калаҫма тӳрех пултараймарӗ, ҫавӑнпа та малтанхи темиҫе пуплеве Воропаевӑн хӑйӗн калама тиврӗ. Анчах вӑл хӑвӑрт йӗркене кӗчӗ, хӑйӗн ҫул ҫинчи асапӗсене ҫырса кӑтартма тытӑнсан тата хӑйӗн хӗр-тантӑшӗсене епле ҫухатни ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнсан, — халӑхпа калама ҫук тӑвӑрланнӑ пӳлӗмри арҫынсем команда панӑ пекех табак туртса ячӗҫ, хӗрарӑмсем, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ пулнӑ май, сӑмсисене нӑшӑклаттарса туртма тытӑнчӗҫ. Вӗсем татах чаврӗҫ, анчах тепӗр тапхӑртан Гек ҫапла каларӗ:— Мур илесшӗ, эпир каллех кирлӗ ҫӗрте алтмастпӑр. Суя свидетель Суд ним чӑркӑшмасӑрах пуҫланать. Джемма ҫамки ҫинчи ҫӳҫӗсене майларӗ те Мартини енне ҫаврӑнчӗ. Унта ӗҫленӗ-и эпӗ, е чикарккӑ чӗркесе ҫеҫ ларнӑ — вӗсемшӗн пурпӗрех! Эпӗ пекаре вӑрататӑп та, вӑл унран: — Килтӗн-и? — тесе ыйтать. Аэродромран тӳрех Садовой урамне тухрӑм, Воротниковски урамӗпе Кораблев патнелле ҫул тытрӑм, — юрать-ха, пӗтӗм багажӑм та аллӑмри пӗчӗк чемоданӑм кӑна. …Кивелнӗ йывӑҫ флигель тайӑлнӑ, хӑйпе юнашарах туса хунӑ ҫӳлӗ ҫуртсен хушшинче вӑл дача ҫурчӗ пек пӑхса тӑрать. — Ну-с, ҫамрӑк ҫын, гимнастёркуна хывӑр-ха, — терӗ Мировольский, куҫӗсене хӗссе. Вӑл мӗне пӗлтернине эпӗ пӗлме те тӑрӑшмарӑм. Куҫӑм сиксе тухас пек курӑнчӗ пулас ҫав манӑн, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах мана хам пӑхнӑ пекех тӑрӑхласа пӑхрӗ, — юрать-ха, палӑрмаллах пулмарӗ. Хӗр сухаланӑ пусӑ ҫинче ӑна хирӗҫ тӑрать. Апла пулсан, халӗ эпир тӑваттӑн тӑхӑр ҫын ҫине, малтанхи вӑхӑтра ҫиччӗн вунтӑхӑр ҫынна хирӗҫ тӑнӑ чухнехинчен авантарах тапӑнма пултаратпӑр, — терӗ вӑл. Эсӗ кӑмӑлсӑрланнӑ пек. Темӗнле хапха ҫинчен асӑнчӗҫ… Ятларӗҫ ӑна… Зельцер, ӑнланнӑ пек пулса, ун ҫине пӑхрӗ те аллине лашт сулчӗ. Патша вӑл ҫырнисене вуласа пӑхать, чунӗпе вӑтанса каять те, мужиксене ирӗк пама, Япушкина Мускавра пӑхӑртан памятник лартма хушать, хӑйне ӑна тивмелле мар, чӗррӗнех Суздале ссылкӑна ямалла, тет, унта ӑна хӑйӗн мӗн чухлӗ ӗҫес килет, хысна шучӗпе ҫавӑн чухлӗ эрех ӗҫтерме хушать. Шӑварчӗ. Вӑкӑрӗсем кил еннелле ҫаврӑнса утма тытӑнсан, юланутлӑ Кондрат вӑкӑрӗсен ҫулне пӳлчӗ, вӗсене ял Совет еннелле пӑрса ячӗ. Вӗсем хыҫҫӑн автоматчиксем ирте-ирте кайрӗҫ. Иртсе пынӑҫем вӗсем аманнисене пере-пере вӗлерчӗҫ, вӑрмана тарса ӗлкӗреймен чӗрӗ ҫынсене тыткӑна илчӗҫ. Юлашки минутсенче, нимӗҫ автоматчикӗсем ҫывӑхах килсе ҫитсен, Андрей, Юргин пулӑшнипе, ҫурри таран тӑпра пулса ларнӑ окопӗнчен тухнӑ. Эпӗ вӑл каҫхине ҫав таранччен туйса курман савӑнӑҫпа пурӑнтӑм, мана пӗтӗм пурӑнӑҫа ҫавӑн пек ӗҫ хаваслӑхӗпе тулса пурӑнса ирттерес кӑмӑл килчӗ. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн тимӗрҫӗ каллех, ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хунӑ пӗчӗк миххипех малалла чупрӗ. Атте, эпӗ авланасси ҫинчен шухӑшламан-ха. Урӑх вӑхӑтра вӑл аяккалла пӑрӑнма хӑтланас ҫукчӗ, анчах хуйхӑрнӑ минутӑра унӑн хӑйне ыйтусем парса аптӑратнӑ ҫӗре тата ҫын куҫӗсем пит тӗллесе пӑхнӑ ҫӗре пырса лекес килмен. Эх, Бойчо, Бойчо, тӑванӑм! Ӗҫе йӗркелесе хӑвартӑм. Дик Сэнд ҫаврӑнса пӑхрӗ. Анчах вӑл ним иккӗленмелли те курмарӗ. Унтан вара, шухӑша кайнӑн, каллех сӑмах хушрӗ: — Ҫапла, кӗҫех ӗҫе тытӑнмалла пулать! Ҫынсем ыранхи кунпа мар, ӗнерхи кунпа пурӑнаҫҫӗ, пур те ҫапла пурӑнаҫҫӗ. Урайне ҫӳллӗлетме тӑм илес те таптаса хытарас. Кашниех хӑйне лайӑх тӑвас, тет… Балабан мӗнпур кӗсменсемпе ишнӗ, хӗвел тӗлне тухнӑ та, ҫакна пула тин туроксен карапӗ вӗсене курми пулнӑ. Сирӗн кучерӑн карета ӑшне кӗрес пулать. Тата сирӗн те, — терӗ вӑл, Генрипе Кольхаун ҫинелле, тата тин ҫеҫ пырса тӑнӑ Пойндекстер ҫинелле пӑхса. Софья каллех калаҫма тытӑнчӗ, вӑл ҫӗнтерӳ кунӗ мӗнле пулмаллине кӑтартса пачӗ, ҫынсене хӑйсен вӑйне ӗненме вӗрентрӗ, ҫав мӑнтӑрпа иртӗхнӗ этемсене ухмахла ашкӑнтарассишӗн усӑсӑр ӗҫлесе ӗмӗр ирттерекен ҫынсемпе пӗр шухӑшлӑ пулма кирлине ӗнентерчӗ. Сӑмахсем амӑшне тӗлӗнтермерӗҫ, анчах та Софья калавне пула пурне те ҫавӑрса илнӗ пысӑк туйӑм унӑн кӑкрине те тулчӗ. Ку ырӑ туйӑм — ӗҫ сӑнчӑрӗпе яваланнӑ ҫынсем патне хӑрушлӑх хушшипе пыракан, вӗсем валли тӳрӗ ӑс-тӑн парни, чӑнлӑха юратнипе паракан парне илсе пыраканшӑн кӗлтунӑ пек туйӑм пулчӗ. «Пулӑшсам, турӑҫӑм!» — шухӑшларӗ вӑл, куҫне хупса. Евпсихий Африканович хӑй панӑ сӑмаха тытрӗ — вӑрманти хаттӑра пурнакансене паллӑ мар вӑхӑта канлӗнех хӑварчӗ. — Тырӑ парса татни кунта ним тума та кирлӗ мар. Мартини аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Саня туйӗ Саня патӗнче эпӗ кашни канмалли кунах пулатӑп. Ҫак вӑхӑтра палуба ҫине каллех Негоро тухрӗ. Сулахай сулӑнчӑк ҫакӑ пулать те ӗнтӗ вӑл, факт! Эпир пӗр сехет кая юлсан та, вандеецсем ыран Орлеанра, пруссаксем — Парижра пулма пултараҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ лашана пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, картиш тӑрӑх чуптарса пӑхрӗҫ. Хӗвел анса ларичченех ачасене чӗнӳсем ярса пӗлтерчӗҫ, пӗтӗм хулари ҫамрӑксем вара, савӑнса хӗпӗртесе ҫӳремелле пулассине малтанах сиссе, вӗтеленсех праҫнике хатӗрленме тапратрӗҫ. — Паллах ӗнтӗ: нервӑсем, — татса хучӗ Базаров. Вӑл вӑрҫмасть мана. Тен, эпӗ, чӑнах та, лайӑхах вӗҫетӗп пулӗ! Пурне те телей, пурне те ӑнӑҫу! Пӗр 20 француз хамӑр енчен курӑнса кайрӗҫ. Тепӗр хутчен те ӑна эпӗ:— Ну! — терӗм. Унӑн кӗпи-тумтирӗ, хӑйне-хӑй тыткалани, калаҫни тӑрӑхах эпӗ малтанах вӑл дворовӑй хӗрарӑм та, мещен хӗрарӑмӗ те маррине чухласа илтӗм; анчах унӑн сан-сӑпатне халӗ ҫеҫ тӗплӗнрех пӑхма пултартӑм. Эпир ун патне кайрӑмӑр. Сисетӗп, шахвӑртать ку, лекес марччӗ ҫеҫ тетӗп, хам ҫапла калатӑп: — Палуба ҫинче мана капитан курчӗ те: «Ҫырана тухиччен санӑн апат ҫимелле», — терӗ, вара мана салона илсе кӗрсе, сӗтел хушшине лартсах, тӑраниччен апат ҫитерчӗ. Пӗр авӑк шухӑшланӑ хыҫҫӑн эпӗ:— Джим, эсӗ кала, — терӗм. Вообще, астусах тӑр, — акӑлчансем ӗҫ тӗлӗшӗнчен чи пултаруллӑ наци, вӗсен промышленноҫри тата суту-илӳ ӗҫӗнчи тӗлӗнмелле ҫитӗнӗвӗсем ҫакӑнтан килеҫҫӗ те… Хам ҫырса кӑтартакан вӑхӑтра ман юратнӑ тӗп ушкӑн comme il faut тата comme il ne faut pas пулнӑччӗ. Павел пӗшкӗнсе унӑн аллине ярса тытрӗ. Каварҫӑсен пысӑк мар ушкӑнӗнче ҫав план ҫинчен Джемма ҫеҫ нимӗн те пӗлмен… Ӑна Мартини пӗлтересшӗн пулман. «Казакӑн унӑн ӑсӗ кайра», тесе ахаль каламаҫҫӗ ҫав. Ӗлӗкхи вӑхӑтра рабочин пурӑнӑҫӗ мӗнле пулни паллӑ. Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? Тома чӗнес-и? Мӗне пӗлтерет ку тӗлӗк?.. Тирӗсене сӳсе ӑшчиккине кӑларнӑ тушкасене кӗлете ҫакса хучӗҫ. Хӗрачасен куҫӗсенче пире мӗнле те пулсан хӑвӑртрах питӗ кирлӗ хыпар пӗлтерес кӑмӑл пуррине асӑрхарӑмӑр; анчах хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑрса пирӗн пата килни Мими йӗркисене пӑсни пулать-ҫке-ха. Кунта Ливингстон августӑн 9-мӗшӗччен чарӑнса тӑрать, унтан каллех Танганьика патнелле ҫурҫӗрелле кайма пуҫтарӑнать. Ку ӗҫ йывӑҫсем чечеке ларнӑ, анчах симӗсленме ӗлкӗреймен вӑхӑтра — май уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулса иртнӗ. Алӑмсемпе эпӗ бушпритӑн ҫӳлти вӗҫне ярса тытрӑм, урасем штагпа брас хушшине ҫакланчӗҫ. Турӑ ҫырлахтӑр! Юлашкинчен вара, ҫамрӑк организм ҫӗнтерчӗ. — Апла пулсан мӗн? Пит нумай кайӑк тытса тултарнӑран ватӑ кӗсри ерипен ҫеҫ утнӑ. Вӑл пӗлмест-ха, — терӗ мана Грушницкий хӑлхаран, — ҫав эполетсем мана мӗн чухлӗ шанчӑк панине… Музыка, шутласси тата хаяррӑн пӑха-пӑха илесси каллех пуҫланчӗ, эпир атте патне кайрӑмӑр. Алексей Петрович хӑйӗн килти ӗҫӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Ку енчен илсен, эпӗ кӗнекене савӑнӑҫлӑн вӗҫлеме хавас. Эпӗ ҫак ула лаша хӳрине епле пӑлтӑртаттарнине, пӗр урине тепӗр урипе перӗнтерсе пынине, ямшӑкӑн лаптаклатса явнӑ чӑпӑркки ун патне епле ҫитнине тата урасем харӑссӑн сикме пуҫланине пӑхрӑм, ҫурӑм ҫинчи кутлӑхпа ун ункисем епле сиккелесе пыни ҫине пӑхма тытӑнтӑм та ҫак кутлӑх хӳре ҫывӑхӗнче кӑпӑкпа витӗничченех ун ҫинчен куҫа илмерӗм. Эпӗ унран чылай инҫетре, пирӗн бухтӑна хӗвелтухӑҫ енчен ҫыхӑнтаракан тата Скелет утравӗ патнех ҫитекен айлӑмри хӑйӑрлӑ ҫӗр кукринче пулнӑ. Сӑрталла улӑхсан, эпӗ инҫетре, кукӑрта лутра йывӑҫсен тӗмисем хушшинчи темӗнле шурӑрах тӗслӗ чылай ҫӳлӗ скалана куртӑм. Вӑл шыв ӑсма пӗшкӗнет те шыври ӑна, алӑран ярса илсе, хӑй патне илсе кӗрсе каять. Ку вӑл пирӗн юнра, ӑна пире вырӑссен юлашки вунӑҫуллӑхсенчи пӗтӗм беллетристики кӗртсе ҫирӗплетнӗ. Акӑ папирус хушшинчен мӑшӑр куҫ вут-хӗмӗн йӑлтӑртатрӗ — ку леопардӑн е гиенӑн куҫӗсем. Унтан тарӑхса арӑмне каларӗ: — Эсӗ мана пустуй япаласемпе ан чӑрмантар! — Тӗрӗс, тӗрӗс, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. Ку чӑнах ҫапла пулнӑ-и, пулман-и — пире пурпӗрех-ха. Зеб Стумп шыв леш енӗпе уттарса пынӑ, анчах халь ӗнтӗ гасиенда еннелле пӑрӑнма пуҫланӑ. Вӑл, ҫакса вӗлермелли такан умӗнче тӑракан Ванька-ключничек пек, пылак тутана епле чуптуни ҫинчен т. ыт. те юрӑ юрласа ҫеҫ парать. Хӑлат ушкӑнӗ вӗҫсе ҫӳренине куркаланӑ ҫын та ҫав тӗлтен шухӑша каймасӑр иртме пултараймасть. — Пурне те мар ҫав-ха. — Ҫук, ун пек тума хӑяймӑн! — Сире юрататӑп тесе мана чи малтан калаттарасшӑн пуль-ха эсир? Гусевӑн план пӑталла — хулана тухса тармалла. Ҫак телей халь ман вӑйшӑн кӑшт ытлашширех. Пур енчен те ҫӳлелле хӑпарса арпашӑнса пӗтнӗ ҫивӗтсем пек каялла ӳксе, вӗсем старик кӗлеткине пусма ларнӑ чӑх евӗр туса кӑтартаҫҫӗ, — тата ку тӗттӗм кӑвак ҫӳҫсем айӗнчен шӗвӗрӗлсе юлнӑ сӑмсапа ҫаврака сарӑ куҫсем ҫеҫ курӑнни ӑна пушшех чӑх евӗр тӑвать. Анчах, Каи-Куму хӑйне сӑнанине асӑрхасан, вӑл, юри лӑпланнӑ пек пулса, ҫыран ҫинелле пӑхрӗ. — Оренбургра мана ҫапла каларӗҫ, — терӗм. Паганель ӑна мӑйран пырса уртӑнчӗ. Соня хӑйӗн янӑравлӑ сассипе кӑмӑллӑн кулать, лешӗ тӗрӗс чухланине палӑртса, пуҫне сулать. Акӑ мӗн ҫырать вӑл. Пӑван каллех Джемма кӗнӗ вӑхӑтра алӑра тытнӑ ҫырӑва илчӗ те, пит хытӑ тытӑнкӑллӑ вулама пуҫларӗ. — «Э-эсир ч-часах пирӗн чи х-хаяр тӑшмансенчен пӗрне, Л-лоренцо М-монтанелли кардинала, Бриз-зигелла еп-пископне курма п-пултарӑр. Шуйттансем… Бэйли патне эсир ман ҫырупа пырса, пилӗк ҫӗр скуди ыйтсан, сире ахаль яман пулӗччӗҫ: вӑл калама ҫук тарават ҫын. Йывӑр самантсенче хӑйӗн паспортне пама е хӑйӗн подвалӗнче мӗнле те пулин таркӑна пытарма пултарать. Анчах эсир унпа пӑшалсем ҫинчен калаҫу пуҫласа ярсан, вӑл тӗлӗнсе кайса, пире иксӗмӗре те асран тухнӑ тесе шутлӗ. Галерейӑна пӑхма вут тивертсе ҫутатас пулсан, калама ҫук хӑрушӑ вут хыпса пирӗн ҫулҫӳрес ӗҫе пӗр самантрах пӗтерсе хунӑ пулӗччӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем шыв юхӑмӗ хӑйсене темиҫе кунччен юхтарса ҫӳресрен хӑраҫҫӗ. — Анчах Техасра пурте юланутпа ҫӳреҫҫӗ вӗт-ха. Аттене кура Авдотья Васильевна та телейлӗ пек туйӑнать, унӑн пысӑк сенкер куҫӗсенче тӑтӑшах телей туйӑмӗ йӑлтӑраса тӑрать, сасартӑк именсе кайнӑ минутсенче кӑна ку туйӑм ун куҫӗнче курӑнмасть, вара эпӗ, именӳ мӗнне лайӑх пӗлекенскер, ун ҫине хӗрхенсе тата хӗнпе пӑхатӑп. Пирӗн ӗҫе суя айне тӑваймӗҫ! — Ой, сэр! — Лав пар, — терӗ офицер хушакан сасӑпа. Давыдов, селекци станцине кайса ҫӳресе, вуникӗ пӑт тулӑ илсе таврӑнчӗ, савӑнса ӳкнӗ хӑй, ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнипе кӑмӑлӗ тулнӑ. Кунта кам та пулин пурӑнатех пулмалла». Соборта халӑх пит нумайччӗ… иртсе кайнӑ чухне эпир ӑна хыҫалтан кӑна куртӑмӑр. Икӗ кун иртсен эпӗ вӑл пачах айӑпсӑр пулнине пӗлтӗм… Синопӑна пурте юратнӑ, унпа савӑнса мухтаннӑ, пуринчен ытла ача упаленме тытӑннӑранпа унтан ниҫта уйӑрӑлма пӗлмесӗр ларакан ватӑ старик Мик-сик-ум, тепӗр майлӑ каласан, Хӗрлӗ Тӑрна питӗ юратнӑ. Тен, ун чухне ытла та ир е ытла та ҫӗрле пулнӑ пулӗ. Анчах пите те шел, сыхланса юлаймарӗ вӑл манӑн. — Эпӗ ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: эсӗ — ырӑ кӑмӑллӑ, илемлӗ, хӑюллӑскер, ытти вара маншӑн пурӗпӗрех. — Анчах, падре, сирӗн, тен, кунта курса ҫӳрес килет пулӗ? Эй тура, ҫырлахсам пире! Эс, йӗкӗт, итле, итле!.. Ҫук, эсир мана плансем парӑр, — акӑ мӗн!» — Джиован Баттиста, хӑй кондитер пулнӑ пулсан та, ун пек тӑвас ҫукчӗ вара. Ҫавӑн хыҫҫӑн Тельмарш каллех салхуллӑн:— Эпӗ ҫакна пӗлнӗ пулсан! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук, — терӗ вӑл. Ан пӑшӑрхан. — Поминани вуланӑ пекех каласа кӑтартатӑн эсӗ, — тенӗ Артамонов ҫиллессӗн. Парижа каясчӗ. — Капитализмла аталанӑвӑн законӗсенчен, рынокшӑн кӗрешнинчен тата ыттисенчен иртсе кайма пултараймӑпӑр, тетӗр-и? Батюшка Петр Андреич! Анчах кунта эпӗ нимӗнле вырӑн та йышӑнса тӑмастӑп, сирӗн колхоза каймалла пулать… Пӗлес пулать-ҫке-ха, мӗнле пулсан та, вӑл шыв Ассамӑран ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫӗнчи Брамапутрӑна юхса кӗмест-и! Пӗлетӗр и эсир, господа, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле географилле задачӑн тупсӑмне тупсан, ҫулҫӳревҫӗне темӗн пысӑкӑш ылтӑн медаль параҫҫӗ! Аҫаҫури, чӗлхесӗр-хӑлхасӑр ҫын пек, нимне палӑртмасӑр, никам ҫине те пӑхмасӑр чӑмласа ларатчӗ. Ак ҫакӑн пек калӑн эсӗ, Томас, паллах ӗнтӗ, эсӗ ҫав ике пин ҫаврашӑн нимӗнле укҫа та илме килӗшес ҫук. Нихҫан, нимӗнле укҫа та. Мьюноди тӗлӗшӗпе калас пулсан, вӑл ҫӗнӗ йӗркесемпе пурӑнма кӑмӑллакан ҫынсен ретне кӗмест, вӑл кивӗ йӗркесенех килӗштерет; вӑл ашшӗпе аслашшӗсем лартса хӑварнӑ ҫуртсенче вӗсем тунӑ ӗҫсенех туса пурӑнать, ҫӗнӗ йӗркесене пӗрне те йышӑнмасть. Анчах вӑл Елена ҫинчен шухӑшлама пуҫласан, час иртсе каякан туйӑмсем пурте пӗр харӑс сирӗлчӗҫ: ҫӗрлехи таса сывлӑш та уҫӑлса ҫӳренӗ чухне вӑй-хал паракан асаилӳсем кӑна юлчӗҫ; унӑн пӗтӗм чӗрине ҫамрӑк хӗр сӑнарӗ ҫавӑрса илчӗ. Ҫынсем сӗм авалтанпах ҫул ҫӳренӗ. Ҫул ҫӳреме хӑҫан пуҫланине пӗр историк те тӗрӗс татса пама пултараймасть. Вӑл хӑйӗн тӑватӑ картлӑ ямбӗсене кӑшкӑрса вуларӗ — рифмисем, пӗчӗк хӑнкӑрмасем пек, пушшӑн та янравлӑн улшӑнса пыраҫҫӗ, эпӗ пур пӗрмай Зинаида ҫине пӑхатӑп та унӑн юлашки сӑмахӗсен пӗлтерӗшне ӑнланса илме тӑрӑшатӑп. Пӗртен пӗр Рада ҫеҫ тӑнран кайнипе ӳкрӗ. Вӗсем хай мустангер хӳшшинче ларнӑ тӑватӑ индеец пулнине вӑл палласа илнӗ. Фома, ура ҫине сиксе тӑнӑ та, хыттӑн, юнавлӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ: — Эй! Хамах вӗт сана ӗҫлеме сӗнтӗм. Пирӗн пата хӑйӗн вотчининчен Тамбовран килчӗ те, пӗтӗм халӑха пухса пирӗн пата тухрӗ. Назанский сывлӑша сӑмсипе ҫилӗллӗн вӗрсе кӑларчӗ те шӑпланчӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӗсем ҫӗр хушӑкӗсемпе те, ӗлӗк-авал кельтсем пурӑннӑ шӑтӑксемпе те усӑ курнӑ. Ҫамрӑк Поднебескӑсен шӑпи ӑна хӑйӗн шӑпи пекех интереслентернӗ. — Ҫапла. Сирӗн шухӑшӑр мӗнле? Ҫав постановкӑна кинолента ҫине ӳкерсе илнӗ пулсан, эпир, американецсем, вырӑссене пӗр вунӑ ҫул маларах пӗлнӗ пулӑттӑмӑр. Вӑл ӗнтӗ тек Запорожьене те, хӑйӗн ашшӗн хуторӗсене те, турӑ чиркӳне те курас ҫук. Вӑл яланхинчен хытӑрах уксахлать; сержант алли ҫине таянса, урисене аран-аран хускатать. Анчах ку ӗнтӗ унӑн сӑн-пичӗ ывӑннӑ ҫын сӑн-пичӗ пек мар. — Мана вӑрланӑ калуш кирлӗ мар, эпӗ улпут мар, калуш тӑхӑнса ҫӳреместӗп. Унтан, пуҫне юриех ҫӳле ҫӗклесе, вӑл вӗсем хыҫҫӑн утса пынӑ та:— Ну, камӑн вилес килет? — тесе чӗннӗ. Кунтан малтан та вӑл манран пӗрре тӑрӑхласа илнӗччӗ. Пӗрре апатланса ларнӑ чухне король майри хӑй турилкки ҫине сӑсӑллӑ шӑмӑ илсе хучӗ те, сӑсӑлне силлесе кӑларсан, каллех тирӗк ҫине хучӗ. Турӑ лашана вӑл мана ӗҫре пулӑшма, эпӗ мӗн хушнисене тума хушрӗ. Унтан вӑл хама пур енчен те тимлӗн пӑхрӗ те, пӗр иккӗленмесӗрех эпӗ еху пулнине, анчах ехусенчен эпӗ хамӑн ӳт-тирӗм шурӑ та ҫемҫе тата яка пулнипе, хамӑн хыҫалтипе малти урасем ҫинчи чӗрнесем вӑрӑм та урӑх формӑллӑ пулнипе, юлашкинчен чеене персе яланах хыҫалти урасем ҫинче ҫӳренипе кӑна уйрӑлса тӑнине ҫирӗплетсе пачӗ. — Пирӗн мӗн ӗҫ пур ҫавӑнпала, эпир вӑл айӑплине пӗлсе тӑратпӑр вӗт. Барский, ун пурнӑҫне аркатса, ӑна ҫука хӑварнӑ, тет пулас, тата вӑл Барский ывӑлне, Степкӑна та, ҫилленнӗ пулнӑ. Тӗттӗм ӗҫ. Пӗр хутне Нина Капитоновнӑна патӑм та, алӑ пусрӗ вӑл; кайран хайне чӗнмелле мар тумашкӑн епле кансӗр пулнӑччӗ мана, тупата, епле йывӑрччӗ! Канонир пӗр утӑм малалла ярса пусрӗ. Ун ҫинче эпӗ лутра тенкел, урана тапса пымалли тӗренчӗк тата икӗ весла тупрӑм. Ку пӗр округран ҫеҫ-ха… Шубин аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытрӗ. — Пулать, — терӗ юланутлӑ ҫын савӑнӑҫлӑн, хӑй пуҫне темле лайӑх шухӑш пырса кӗнӗ пек. Хресчене вӗсем пукане вырӑнне хурса тыткалаҫҫӗ: выляҫҫӗ-выляҫҫӗ те, вара ватнӑ хыҫҫӑн ывӑтса яраҫҫӗ. Карта ҫумӗнче лашине тытсарах чарса, Лозневой карташнелле пӑхса илчӗ. — Апла пултӑр тесен, канӑҫсӑрлӑн пурӑнас пулать, хупа ху кӑмӑллӑ пуласран усал чиртен тарнӑ пек тарас пулать! — Ара, пирӗн уставщиксем каланисем. Унтан вӗсем пароход ҫине куҫса пурте ӳсӗр ҫынсем пек ҫывӑрса кайрӗҫ. Ку Андрий иккенне курсан, Тарас шартах сикрӗ. Анчах епле лайӑх пулчӗ-ха вӑл кунта килни, ытарма та ҫук! Вӗсем Ҫӗрӗн юлашки кунӗ ҫитрӗ, ҫут тӗнче пӗтсе килчӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Медиксен виҫҫӗмӗш курсӗ пӗтӗмпех, Анюта каласа панипе, паттӑр Гриша Гвоздева кӑмӑлланӑ, ҫӗтӗлчӗк Кукушкина юратман, совет снайперӗ Степан Иванович темле — Толстойӑн Платон Каратаевӗ евӗрлӗ пулса тӑрать, тесе шутланӑ; Мересьевӑн ҫирӗп, ниме парӑнман кӑмӑлне хавасланса ырланӑ, Комиссар вилнӗшӗн чунтан хурланнӑ. Гвоздев ӑна ҫав тери ырласа ҫырса янӑ хыҫҫӑн, Комиссара кунта пурте тивӗҫлипе хакласа юратакан пулнӑ-мӗн. Ҫав ҫӗтӗке, ҫав черногореца? Столбовой дворянин Николай Стахов хӗрӗ кил-ҫуртсӑр ҫынна, разночинеца качча кайнӑ! Ашшӗ-амӑшӗ пиллӗхӗсӗр! Вӗсене утрав ҫинчех, вӗсем мула кунта карап ҫине куҫарсанах, пӗтерсе хумалла пулать. Питӗ шел вара. Асӑннӑ япала ҫывхарса ҫитсен, эпӗ вӑл темӗнле хытӑ пайран тӑнине пӗлтӗм. Икӗ хут ӳсӗр пулнӑскер Каллех Аламо ҫумӗнчи пӗччен ларакан хӳшше, картла вылякансем сасартӑк пӑрахса тухса кайнӑ ҫӗре таврӑнар. Ҫупкала пуҫласан, эсӗ ытла хӗрсе кайнӑ пулать, ҫупкаламастӑп пулсан — юрать вара. — Ӗҫсе вилчӗ, — тесе ответлерӗ вӑл. Йывӑҫ вуллисене пуртӑпа касса ҫул уҫса пымалла пулчӗ. Ҫапла пулсан та пӗчӗк отряд каҫхине сакӑр сехет ҫитиччен Хакарихатуа сӑртӑн малтанхи кӑтрашкисенчен иртсе ҫавӑнтах лагерь туса чарӑнчӗ. — Ҫук. Вара, кулса ярасран аран-аран чӑтса, Разметнов хыттӑн:— Нагульнов юлташ кунта пурӑнать-и? — тесе ыйтрӗ. Сӗм ҫӗрле тенӗ пек Лось ӗҫлевҫӗсемпе Гусева килӗсене ячӗ, сӗтел тӑрринчи лампочкӑсӑр пуҫне электричествӑна сӳнтерчӗ, унтан сарай кӗтессинчи, телескоп виҫ урашӗ тӗлӗнчи тимӗр кравать ҫине хывӑнмасӑрах выртрӗ. Хӗвел тин ҫеҫ хӑпарать-ха. «Тарӑхать ӗнтӗ: халех ак кунталла кӗрслеттерет», тет хӑшӗ те пулин; чӑн та, ҫакӑн хыҫҫӑнах эсир хӑвӑр умӑрта ҫиҫӗм йӑлтлатса илнине, тӗтӗм мӑкӑрланса тухнине куратӑр; часовой вара, бруствер ҫинче тӑраканскер, «Ту-упӑ»! — тесе кӑшкӑрса ярать. Ҫил унӑн хӳрине авсах хурать, ӑна ҫунатлантарса сывлӑша ҫӗклет, анчах вӑл ватӑлса харсӑрланнӑ, туйми-асӑрхами пулнӑ лаша каҫанӗ ҫине каллех пырса ларать, хӑйӗн ҫӑткӑн пӗчӗк куҫӗсемпе енчен-енне ҫӗнтерӳллӗн пӑхкаласа ҫаврӑнать. Сире вӗрентекен япаласем вӗсем ниме те тӑмаҫҫӗ: академийӗ те, леш мӗнпур кӗнекисем те, букварьсем те, философийӗ те, мӗнпур ка зна що эпӗ вӗсем ҫине пурин ҫине те сурса ҫеҫ хуратӑп!» Сыбка аҫа ҫапнӑ чухнехи пек хытса тӑчӗ. Паллах, пурте чиперехчӗ, ҫинчен тата ВВС командующийӗ те темле ҫар корреспонденчӗпе юнашарти пӳлӗмре каҫхи апат тӑватчӗҫ. Креолка нимӗн ӑнланмасӑр куҫӗсене чарса пӑрахса, хӑйпе калаҫакан ҫын ҫине пек пӑхса тӑнӑ. — Ҫапла… ҫакнашкал акӑ… — Мӗн, качака таки? Пӳрнӳсене ӑҫта ҫухатрӑн? Эпӗ тӗлӗнсе кайса, е кӑштах хӑраса та пулӗ, чарӑнса тӑтӑм. Анчах пӗччен ларасси ҫапах та йывӑр: манӑн ҫӳрес килет, эпӗ ӑша мӗн капланнине пӗтӗмпех кама та пулин каласа парасшӑн, анчах ман ҫывӑхра пӗр чӗрӗ чун та ҫук. — Пӗлместӗп, юлашкинчен курнӑҫса калаҫма май киле-ши пире. Ҫавӑнпа эпӗ паян хамӑн ӗлӗк ҫырнӑ икӗ тетраде тата пӗчӗк ҫыру ҫырса хатӗрлерӗм. Тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм, ӗненмен е ӑнланман пек, Иван Иваныч ҫине пӗр хушӑ тӗлсӗр-палсӑр пӑхкаласа тӑчӗ, унтан хӗрелсе кайрӗ те аллисене ҫапса илчӗ; ун саппунӗ ҫинчен сӗлли тӑкӑнчӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ юхса тухрӗ. Мӗн япала иккен ҫак? Киревсӗрлӗх, хирӗҫӳ… — Суворов? Мӗн ку? Упа-и? Ҫын-и? Упӑте-и? Ара, хӑҫан ҫитӗ-ши ҫав вӑхӑт? Акӑ вӗсем. Ромашов сапаланчӑклӑн та илемсӗррӗн кулса илчӗ, анчах ҫавӑнтах тӗксӗмленчӗ те шухӑш капланӑвне пула шурса-кӑвакарса кайрӗ. Мӗншӗн сывӑ пулас мар-ха пирӗн? Буфетчик, чӑмӑр кӗлеткеллӗскер те пит мӑнкӑмӑллӑскер, мечӗк пекех кукша пуҫлӑ; сысна аҫи шӑрӑх кунта сулхӑн кӗтес шыраса ҫӳренӗ пек, вӑл аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса кунӗ-кунӗпе палуба тӑрӑх йывӑррӑн утса ҫӳрет. Судья саккӑрмӗш сехетре вӑранчӗ, мана аялти кӗпе вӗҫҫӗн ҫурҫӗр картти умӗнче ларнине курсан вара вӑл хӑрасах ӳкрӗ. Эпӗ ҫав карттӑ тӑрӑх ӗнтӗ «Св. Мария» шхуна мӗншӗн пӗтнин сӑлтавне тӗпӗ-йӗрӗпех вуласа илтӗм. Пӗчӗк-пӗчӗк детальсене, пит-куҫа, кӗпе-тумтирсене вӑл тӗлӗнсе хытса каймалла тума пултарать. Уйрӑммӑнах — ҫапӑҫу хыҫҫӑн. Кунта вӑл темиҫе миллиард, хӑш-пӗр ҫӗрте курӑкпа тӗмсене икшер-виҫшер си пулса хупланӑ. Анчах пачӑшкӑ юлашки кӗлӗ тӗлне ҫитсенех, Томӑн алли ҫавӑнтах, хӑй тӗллӗнех малалла шӑвӑнса кайрӗ те, «аминь» тени илтӗннӗ тапхӑртах шӑна тыткӑна кӗрсе те ӳкрӗ. Палачсем чарӑнчӗҫ. Пӗр-пӗринчен татӑлса кайрӑмӑр эпир. Купца! Вӑл кӑшт ҫӗкленнӗ те ача сӑпкине хӑй патнерех илсе хунӑ. Ҫапла, сӑмахран, ҫак пӗчӗк ҫырма айлӑм тӑрӑх ытла та тӳррӗн юхать, унӑн илемлӗн, темиҫе кукрашка туса юхмалла, — терӗ: вӗлтӗрентӑрри хӑй юррине кирлӗ пек вылятмасть тесе хурласа илчӗ, Джемма кичемленмерӗ, ӑна савӑнӑҫлӑ та пулчӗ пулмалла, анчах ку таранччен Санин пӗлнӗ Джемма урӑх пулмарӗ: ун сӑнӗ тӗксӗмленчӗ тени те тӗрӗс мар — ку таранччен вӑл нихҫан та кун пек илемлӗ пулман — анчах ун сӑнӗнче чунӗ те, чӗри те курӑнмарӗ. Яланхи пекех, калаҫма, тавлашма тытӑнчӗҫ; эпир шантарса янӑ ҫын кутӑнланма пуҫларӗ. Вӑл мана час-часах кӳрентеретчӗ, анчах ҫакӑн пек кунсем те пулкалатчӗҫ: унӑн ваткӑ пек кӳпшем пичӗ салхулланса каятчӗ, куҫӗсем куҫҫуль айнех путатчӗҫ, вӑл вара пит ӗненмелле калатчӗ: — Эсӗ мана ҫӑмӑл пулӗ тетӗн-и? — Халӗ пирӗн леш тӗнчерен тухнӑ ҫынсемпе аппаланма вӑхӑт ҫук. — Чӑнах унтан темӗскер, чӑнкӑ ҫыран пекскер, карталанать, — тесе пӗлтерчӗ Паганель. Володя, Ромашов килчӗ ку. Ҫапла уйрӑммӑнах сывӑ та ҫамрӑк тата самӑр чӗрчунсем хӑтланаҫҫӗ, вӗсем апат-ҫимӗҫпе ӗҫмелли япаласем ҫуккипе аптрамаҫҫӗ пулас, ахӑртнех вӗсем чир-чӗрпе те чирлемеҫҫӗ пулӗ. Вӑл вара, лав тытса, килне кайнӑ та револьвер илсе килнӗ, темлескер ик пӑчӑра хаплаттарса та хунӑ. Унтан хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, сарлака питлӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын вӑйлӑ та ҫирӗп аллисемпе хирӗнсе ҫӗкленчӗ, кӗлеткине борт урлӑ вӑшт кӑна ҫӗклесе каҫарчӗ те самолёт ҫунатти ҫине тӑчӗ, вара йывӑррӑн хускалса ҫӗре анчӗ. Карап ҫинчи команда ӑна хирӗҫ каварлашу тӑвать. Ман вӗренӳ пирки аннеҫӗм ҫак сӑмахсенчен ытла нимӗн те калас ҫуккине пӗлсе тӑнӑран эпӗ ӑна хирӗҫлес темерӗм; анчах чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн атте мана, хултан ҫавӑтса, сада илсе тухрӗ те эпӗ Засекинсем патӗнче мӗн курнине йӑлтах каласа пама хушрӗ. Ку калав Петра кулӑшла пек туйӑнчӗ, вӑл, унӑн шӑллӗне мӗскӗн ҫын пек кӑтартса парса, аслӑ Артамонова кӑштах лӑплантарчӗ. Ывӑлӗ, амӑшӗ ҫине пӑхса илсе, ун патнелле пычӗ те хуллен кӑна:— Пултараймастӑп эпӗ, анне! Ку кӗрешӳ эпӗ хамӑр килте, Черный Холм бухта ҫывӑхӗнче темӗн чухлӗ вылянӑ вӑйӑ евӗрлӗ туйӑнчӗ. Паллах ӗнтӗ, килте вылянӑ чухне манӑн чӗре нихӑҫан та кунти пек тапман. Уэлдон миссис кун ҫинчен шутласшӑн та пулмарӗ. Хӗр ҫӳхе куҫхаршийӗсене пӗркелет пулин те, унӑн куҫӗнче тулли кӑмӑл тата хӑй чиперрине туйни палӑрать. — Калатӑп-ҫке сана, йӑнӑш пулчӗ. Ӑна ниепле те пелсе ҫитме пулман. Ыйтатӑн та вара эсӗ! — Ҫумӑр чарӑнчӗ, carinо, — терӗ вӑл хӗвел аннӑ хыҫҫӑн. — Пит шӑлли? — тӗлӗнчӗ Давыдов, — Мӗншӗн пит шӑлли? Фрак тӑхӑннӑ ватӑ лакей хӑйӗн аллисене пилӗкӗнчен тытрӗ те, вӑрӑм бакенбардисене силлентерсе, хурлӑхлӑн каласа хучӗ: — Ҫамрӑк улпутӑмӑр!.. Николай Аполлонович!.. Тупата, апла мар! — Сан йывӑрӑшпа ака пуҫ ҫине пӗрре пуссанах, суха тимри ҫӗр айне ҫур метр анса каять, факт! Каҫарӑр, государь, хута кӗрӗр… Анчах вӑл салтӑнмасӑрах пӑртак чарӑнса тӑчӗ. — Утне кӑшт кӑна ҫитеркелетпӗр те, паянах малалла, — терӗ офицер. Унӑн калаҫас килчӗ, анчах Корытов ӑна типпӗн татрӗ: — Ун ҫинчен эпир тепӗр чух калаҫӑпӑр. Ку мӗнле килӗшӗ сана? Вара ҫавӑнтах эпӗ хамӑн савнӑ Гретхена ӗҫсем мӗнлине ик-виҫ сӑмахпа, кӗскен ҫеҫ каласа патӑм. «Суятӑр эсир». Аялалла ӳкмесӗр тытӑнса тӑма та май ҫук пек туйӑнать. Фотографи катарах марччӗ. — Ман асатте гугенот. Мӗнпе пӗтрӗ-ха вара? Тепӗр чухне ҫӗршыва тытса тӑракансем усал ӗҫсем тунӑ пирки ҫынсем кӳреннине пӗтерес тесе, хӑйсен патшине вӑрҫӑ пуҫлама хӗтӗртекен министрсем иртӗхсе кайнипе вӑрҫӑ пуҫланать. Патшасемпе министрсен шухӑшӗсем тӗрлӗ пулнӑ пирки пуҫланнӑ вӑрҫӑсенче пайтах юн тӑкӑннӑ. Ӗлӗкрех ача матроссене ҫак шӳтле, ҫӑмӑл ӗҫре пӗрре те кансӗрлемен, вӑл ку ӗҫе хӑй те пултаруллӑн хутшӑннӑ, шывпа алхаснӑ, хӑйне сирпӗтесрен кула-кула тарса пытаннӑ. Вӑл Елена мӗн каласшӑн пулнине ӑнланчӗ. Этем хӑйшӗн хӑй тӑма пӗлтӗр… хӑйӗннишӗн… ун чух вара вӑл — илмеллине илет! Ҫырансенче унта та кунта зебрсем чупни, чӑтлӑхран каннӑсемпе каамӑсем, хитре кӗлеткеллӗ антилопӑсем тухни, каҫсерен, вӗсем таҫта кайса ҫухалсан, хӑрушшӑн хартлатса сывлӑша янратакан леопардсем, ҫӳллӗ курӑк ӑшӗнче сикекен арӑслансем ҫӳрени курӑнчӗ. Ҫавӑнтах ун патнелле пӗр матрос майланса ҫывхарчӗ те, май килнӗ чух пуртӑпа лачлаттарса, унӑн хӑрушӑ хӳрине касса татрӗ. Хӑлӑпа ярса тытсан та эпӗ, сывлӑша аран ҫавӑрса, темиҫе ҫеккунтлӑха тӑхтаса тӑтӑм-ха. Унӑн куҫӗсене чиксе шӑтарнӑ, пуҫӗнчи ҫӳҫне пӗр пӗрчӗ юлмиччен ҫӑлса тӑпӑлтарса пӗтернӗ. Сӗтелӗн пӗр пуҫӗнче хӗрарӑмсем ҫӗлесе е чӑлха ҫыхса лараҫҫӗ, тепӗр пуҫӗнче — Викторушка, ҫурӑмне мӑкӑртса, хӑйӗн ӗҫлесси килмесӗр чертеж копийӗсене ӳкерет, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑшкӑрать: — Сӗтеле ан силлентерӗр-ха! Герцог чылайччен чӗнмерӗ, унтан ҫапла каларӗ: — Ну мӗнех, манӑн ун пек шухӑш пулнӑ пулсан та, эпӗ апла туман-ҫке. Палӑртмалла-и пирӗн Конституци ҫак факта, социализм ҫӗнтерни ҫинчен калакан факта? Иртнӗ каҫ тӗлӗрсе кайнӑ май манӑн куҫа курӑнни нивушлӗ чӑн-чӑнах пулса тӑрӗ-ши? Кольхаун пуҫсӑр юланутӑн йӗрне пит тинкерсе пӑхса иртсе кайнӑ. Эпир епле майпа ҫӳлелле улӑхнӑ пирки эпӗ пӗрре те иккӗленсе тӑмастӑп. Ҫухалнӑ ҫынсене тӑхӑр эрне шырасан та тупайман. Халӗ вигвама кӗмелли вырӑна, алӑк вырӑнне, занавеска ҫакасси тата тиртен тунӑ утиялпа ҫемҫе тирсенчен виҫӗ вырӑн тӑвасси кӑна юлнӑ. Вӑл выртакан чул сӑрт айӗнче тулли шывлӑ пысӑк юханшыв сарӑлса выртать. Ҫак кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайнӑ юханшыв ӑна ҫав тери тӗлӗнтерсе ячӗ. Ах турӑ! Хуҫапа хамах калаҫса пӑхӑп, — терӗ вӑл. Яш ӗмӗрӗн паллӑ тапхӑрӗнче, нумай йӑнӑшсемпе йӑпанусем хыҫҫӑн, кашни ҫын хӑй обществӑллӑ пурнӑҫа хастарлӑ хутшӑнмаллине туйма пуҫлать, вара пӗр-пӗр ӗҫ суйласа илет те хӑйне ҫав ӗҫе халаллать; анчах comme il faut ҫыннипе кунашкалли сайра пулать. — Куратӑн-и? Виҫ-тӑватӑ минута та иртмерӗ, мана хытӑ сасӑ вӑратса ячӗ, пӑшал сасси пек туйӑнчӗ вӑл. Мересьев лейтенантӑн истребитель звени тӑшман аэродромне штурмлама каякан «илсене» ӑсатма тухрӗ. — Унталла мар, — кӑшкӑрчӗ Ольга, — сылтӑмалла каймалла пирӗн! Тӗмсенчен сывлӑм шывӗ такӑнать, ун урисене шӑнта-шӑнта ярать, ун чавсисем ҫине сирпӗнет. — Эс ман чӗнӗве хирӗҫ мӗнле ҫаврӑннине астӑватӑп эпӗ, Суламифь. Ҫил те тивмен кунта, шӑтӑк хӗрринчи хӑйӑра ҫеҫ аялалла хӳтернӗ. Смотритель арӑмӗ, ҫав самантрах унпа калаҫӑва кӗрсе кайса, хӑй вӑл патша ҫуртӗнчи вут хутса пурӑнаканӑн пӗлӗшӗ пулнине каласа панӑ, патша ҫуртӗнчи пурнӑҫӗн пур вӑрттӑн енӗсемпе паллаштарнӑ. «Отче наш» та калаймӑн. РКИ мар, темле пуп ку, тейӗн ӑна. Ҫапла ӗнтӗ, Сноуи ҫыранӗнчен янӑ ҫыру кирлӗ ҫӗрех ҫитнӗ-мӗн. Вӗренӗр, тӳлек лайӑх хуҫа пулса таврӑнӑр. Тӗм тавра ҫур кун хушши ҫаврӑнтарчӗ вӗт. Пӗрлехи хуйхӑ пӗрлештерчӗ те пулӗ пире, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. «Пӗтрӗ Джим Гокинс», тесе шутларӑм эпӗ. Корольсемпе дворянсем авалтанпах поляк хресченӗсене туркӑсем ҫине хӑвала-хӑвала кайнӑ, яланах вӑл халӑх теприн ҫине тапӑннӑ, ӑна ҫӗмӗрнӗ, — мӗн чухлӗ халӑха пӗтернӗ, мӗнле-мӗнле кӑна инкек-синкек пулман! Сӑмахне каланӑ та вӑл, ури айнелле сурса хунӑ, унтан, нимӗн пулман пек, Фома патӗнчен пӑрӑнса, йывӑҫ хушӑкне кӗнӗ савӑл пек, ушкӑн хушшине кӗрсе кайнӑ. Вӑл хутортан тухрӗ, кӑштах тӑчӗ, унтан васкамасӑр масар еннелле утрӗ, инҫетрен, ҫавра ҫулпа, аран палӑракан хӗрессем, вил тӑприсем, ишӗлсе анма пуҫланӑ чул карта тавра ҫаврӑнса кайрӗ. Кун пирки иккӗленсе антӑрашни кирлӗ мар. Айртон тата Бен Джой — иккӗшӗ пӗр ҫын иккенне, «Британин» боцманӗ каторжниксен бандин атаманӗ пулса тӑнине пӗлсен пире ҫитет. Мана вӑл халӗ Альтон урамӗнчен илемлӗ аллея тӑрӑх, аллисемпе сулкаласа, хӑйпе-хӑех калаҫса пырать, йывӑҫ ҫулҫисене ҫапа-ҫапа ӳкерет, таллӑ пиҫен тӑррисене тата-тата пӑрахать, шывра лӑпкӑн ишсе ҫӳрекен акӑшсене хӑратнӑ пек туйӑнать. Вӑл, хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗскер, вӑтам пӳллӗ, хытанка та сарлака хулпуҫҫиллӗ ҫын. Мӗншӗн «йывӑҫ патне» теҫҫӗ, «ӑҫта макӑратӑп» темеҫҫӗ. — Вӑл мана вӑрттӑн пулӑшакан, эпӗ ӑна типӗ тытнӑ чухне тӗлӗкре куртӑм. Хӑҫан та пулин шӑккалат ҫисе курнӑ-и эсӗ? Вуланӑ ҫӗрте кичемччӗ, манӑн Тутар слободине, темле уйрӑммӑнах таса пурнӑҫпа пурӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ, ачаш чунлӑ ҫынсем патне каяс килетчӗ; вӗсем вырӑс чӗлхине пӑсса урӑхларах калаҫаҫҫӗ; каҫсерен ҫӳллӗ минаретсем ҫинчен вӗсене муэдзинсен тӗлӗнмелле сассисем мечетьсене чӗнеҫҫӗ, — эпӗ тутарсен пӗтӗм пурӑнӑҫӗ урӑхла пулӗ, вӑл эпӗ пӗлекен тата мана савӑнтарман пурӑнӑҫ пек мар пулӗ, тесе шутларӑм. — Ҫакӑнта чиперех ҫитме пултаратӑн-и? Ӑна хамӑрӑн негр вырӑнне хума тытӑннӑ, акӑ мӗн пирки… Ҫапла ҫав, хамӑрӑн тесе шутланӑ ӑна; ун пек шутлама та тивӗҫ пулнӑ пирӗн: сахал чӑрманнӑ-и эпир унпа? Эсир ҫул ҫитнӗ ҫынна кашнинех ҫара илмелле тӑвасшӑн. Ой, тархасшӑн, тур пулӑрсам-и ӗнтӗ, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, турӑ… а-а-а-а! Хӑрушӑ ӗҫсен эрнинче ман типӗ тытмалла тата пӗтӗмӗшпех хатӗрленсе ҫитмелле. — Ку ҫамрӑк ҫын пурне те асӑрхать-ҫке! — терӗ Пойндекстер. Вӑл мӗнле чӗрчун пулнине эпӗ сана калама пултараймастӑп. Мана вӑл эп ӗҫнӗшӗн юратма пӑрахрӗ… тепӗр тесен, пӗлместӗп, тен, вӑл юратма пӑрахнипеленех ӗҫетӗп те-и эпӗ. Петр амӑшӗн аллине хӑйӗн тути патне илсе пычӗ те ӑна чуптума тытӑнчӗ. Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, Нина Капитоновнӑпа пӗрле йышӑнмалли пӳлӗме пырса ҫитни ҫинчен аса илме пуҫларӑм. — Нивушлӗ пурте пӗтет?» Христос чиркӗвӗ, ӗлӗкхи пекех, хӑй полномочи панӑ власть кӑна законлӑ тесе вӗрентет. Кунтан сенкертерех те уҫӑрах ир пулнине ас тумастӑп. — Вӑл аманнисемпе чирлисем еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ. Марсиан ҫак кӗнекене тӗлӗнсе тӗсет. Вӗсенчен: Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс — столици Сидней; Огнянов айлӑмалла чупса анчӗ йывӑҫ тӗмисем урлӑ сике-сике каҫса вӑл каялла чупрӗ, Клисурӑ патнелле юхакан шыв хӗррине тухрӗ. — Ҫу-у-ук, кӑна эсӗ ахалех калатӑн… ахалех ҫилленетӗн. — Ҫитӗ, эпӗ ҫавсене йӑлтах пӗлетӗп — ӑнланатӑн-и? Ара, ҫыннисем хӑйсем те ӗнтӗ, ҫӑвӑр ярса вӗллерен уйӑрӑлса тухнӑ хуртсем хӗвӗшсе тӑракан хура чӑмӑркка майлах йӑшӑлтатаҫҫӗ. Ҫакнашкал япалана унчченех асӑрханӑ Паганель ун ҫинчен тусӗсене те астутарчӗ. Ҫул хӗсӗк мар ҫӗрте манпа юнашар чуптарӑр, тем пулсан та ман лаша хӳри тӑршшӗнчен ытла кая ан юлӑр. — Ман вара ирӗксӗрех карапа ҫырана кӑларса пӑрахма тивет, — тавӑрчӗ ҫамрӑк, вара ун пичӗ самантлӑха тӗксӗмленчӗ. Разъезчӗ пирӗн пата Мелитопольре пырса хутшӑннӑ пулнӑ. — Лампу мӗнле? Баржа тепӗн ҫурри ҫыранри чулсем ҫинче, ҫурри — шывра пулнӑ, ҫавӑн айӗнче, баржа хӳри патӗнче, ванчӑк руль ҫунаттисенчен ҫакланса пичӗпе аялалла пӑхса, Изотӑн вӑрӑм кӗлетки выртнӑ. Хут тытнӑ хуралҫӑсем чупкаласа ҫӳрерӗҫ, алӑксем шалтлатса кӑна тӑчӗҫ. — Пиччем, эсир ҫӗр ӑшӗнче ҫапла пулма пултарать тесе шухӑшлатӑр пулсан, эпӗ вара хирӗҫ калама та тараймастӑп. Тултан Тускуб сасси янӑраса кайрӗ: «Тытӑр вӗсене!» Ҫакӑншӑн Грушницкий те питӗ савӑнать. Вӗсен тӑррисем ҫав тери чӑнкӑ, айӑккисенче вак чӳречесемпе шӑтӑксем нумай. Тӗттӗмленчӗ ӗнтӗ, анчах Женя Тимур хыҫҫӑн шанчӑклӑн утрӗ. Паян сан ҫине лаша урипе пусрӗ, ҫавӑншӑн вӑл! Тӗмеске тӗлне ҫитрӗҫ те виҫҫӗшӗ те майлашӑнса ларчӗҫ. Ӑна вӑл темиҫе хутчен те калаҫтарса пӑхрӗ, анчах ученый ялан калаҫӑва урӑх ҫӗре пӑрать. — Мускав ҫинчен! Ҫакӑн хыҫҫӑн тепӗр хут ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Ҫавӑ мана паян ир пуҫа пырса кӗменшӗн пит шеллетӗп. Чӑнах та тӗрӗс-и вӑл? — Малтан ҫапах та ӑна хамӑр планпа паллаштармалла, унтан вӑл ҫав планпа килӗшнипе килӗшменнине ыйтас пулать, — терӗ Фабрицци. Шутсӑр нумай ылттӑн ҫӑлтӑрсем, пӗр-пӗринчен ӑмӑртса йӑмӑхса, кайӑк хур ҫулӗ еннелле ишсе кайнӑн туйӑнаҫҫӗ. Вӗсем ҫине пӑхса тӑрсан, ҫӗр чӑмӑрӗ те чарӑнмасӑр малалла вирхӗнсе пынине ху ӑшӑнта сиснӗ пекех туйӑнать. Вӑл хӑюллӑ, шухӑ, ҫав тери тӳрӗ кӑмӑллӑ; ҫинҫе те янкӑс сасӑпа калаҫать, ҫав сасӑпах хыттӑн кулать те вара тепре ахӑлтатсанах уҫӑ сассипе юрласа ярассӑн туйӑнать. Вӑл чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каланӑ, ҫак самантра вӑл чӑнах та юратнах темелле пулнӑ. Пӗлетӗр-ши?! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ҫаплах, — терӗ Аркадий: — эх, мӗнле тӗлӗнмелле кун-ха паян! — Пӗлместӗр-и Парижра юлашки вӑхӑтра мӗн вылянине? — Шӑпах ҫавӑн пек, ваше превосходительство, — терӗ именнипе ниҫта кайса кӗме пӗлмен исправник. Вӑл килӗшмесӗр пуҫне пӑркаласа:— Ҫук. Шабашкин тата ытти членсем те часрах пӑлтӑралла чупрӗҫ, хӑйсем хыҫҫӑн алӑка ҫаклатса хучӗҫ. Таптаса лапчӑннӑ ҫеремлӗ лапамра вӗсем Лося курчӗҫ; вӑл ханкӑра кӗмелли тӗлте выртать, — пичӗпе мӑк тӑплӑмӗнче, юн кӳлленчӗкӗнче. Эпӗ кровать ҫинче, ют горницӑра выртатӑп тата питех те вӑй ҫуккине туятӑп. «Мӗнле таварпа?» — ыйтать Василий тепӗр лав тӗлӗнче, ку лавӑн хуп сарнӑ малти пайӗнче сӗнӗ ашӑк айӗнче тепӗр лавҫӑ выртать. Тавтапуҫ сана, мучи, пӗтӗм бригадӑран тав!» — тесех ырланӑ. Хурана часах пушатнӑ. — Ку хут сирӗн ӑсӑр-тӑнӑра уҫӑлтарчӗ пуль, тесе шутлатӑп? — ҫемҫен асӑрхаттарчӗ полковник. — Ҫакӑн пек сада, чунӑм, ку чух часах тупаймӑн — ҫирӗм виҫӗ йывӑҫ, пурте пӗр пекех. Халӑх ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Сирӗнпе пӗрле пынин ятне халӗ калама та кирлех мар. — Нумайранпа-и? Атте сӑнӗ ҫак кун уйрӑмах кӑмӑллӑ, савӑк, телейлӗ пулчӗ, мана хӑйпе пӗр тан юлташ вырӑнне хунӑран эпӗ ӑна пушшех хытӑ юратрӑм. Инҫетренех, ҫак сасӑсене путарса, ҫинҫен те янравлӑн мӑнастир чанӗ ҫапни илтӗнет. Ҫакӑн хыҫҫӑн тин вара, пӗчӗкҫӗ сарай патӗнче вилекенсем ҫухӑрса янине илтсен тин, вӑл шухӑшласа илчӗ: гранатӑсене ывӑтнӑ чух ман ишӗлчӗк хӳттине ӳкмеллеччӗ-мӗн, терӗ. — Хӗрӗх пилӗк ҫул виноград лартса тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлетӗп, — терӗ вӑл, ҫакӑншӑн хӑйне каҫарма ыйтнӑ пек. Вӑл Англие таврӑнать. Вӑл ҫынсем пурӑнакан вырӑнтан инҫетре тата пӗччен вылять. Нумайӑшӗ ӑна ытла юмахрилле, шанса пӗтерме ҫукла пек туйӑнать. — Персе пӑрахӑр. — Чӗн кама та пулсан кадрсенчен!.. — Ҫапла, Уэлдон миссис. Асӑрхӑр, ячӗпе хушамачӗ шӑп Динго суйласа илнӗ саспаллисенчен пуҫланаҫҫӗ, мӑйкӑч ҫине те ҫавсенех касса кӑларнӑ. — Эсӗ тем сӑнран ӳкнӗ ҫав, Лукич, — хӗрхенсе каларӗ Давыдов. Ҫӗмӗрме килнисем таҫта кайса кӗчӗҫ. Ерофей Кузьмич кӑшт ҫеҫ пуҫне сулкаласа илчӗ те, ӑмсаннӑ пек, тӑхлачи ҫинчен ҫапла каларӗ: — Ҫирӗпскер! Эсир вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллелӗ, Гуамини шывне те, пампассене те аван пӗлетӗр. Обход пулмалли сехет ҫитсен, пӗтӗм госпиталь сывламан пек пулса кӗтрӗ: профессор обходпа килет-и паян, ҫук-и? Лосьпа механик кимме ханкӑра кӗртсе лартрӗҫ, карҫинккасене хул пуҫҫи ҫине йӑтса хурса хӗрарӑмсем хыҫҫӑн анма пуҫларӗҫ, — чакӑл ту ҫинчи палӑри-палӑрми, аваллӑхран ҫийӗнсех пӗтнӗ пусмапа аялалла — ту хушӑкнелле… Каштанка йӑпӑр-япӑр хур ҫине сиксе ӳкнӗ… — Тавтапуҫ сире, сэр, — терӗ Айртон. Унтан пӑртак тӑхтаса тӑрсан, ӗненӳллӗн: — Аттене ҫухатасси… вӑл питӗ пысӑк инкек! — тесе хушса хунӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл пӗр-ик самант хушши Фомаран ответ кӗтсе тӑнӑ, анчах лешӗ нимӗн те чӗнмен. Колька! — шӑппӑн чӗнчӗ вӑл. Пӗр сӑмахпа каласан, айӑплакан Евгений Онегина 10 ҫуллӑха хупма, пӗтӗм пурлӑхне туртса илмелле тесе приговор йышӑнма сӗнчӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ҫав автансен хӳри ҫине таптаса пурӑннӑ, ачаранпах чӑхсем патӗнче ӳснӗ, анчах вӗсен юррин ҫак илемне ӑнланма пӗлмен. Дик Тома хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пачӗ, Том вӗсене ырларӗ. — Хуравласам мана мӗн те пулин, савниҫӗм, — хӑюсӑртараххӑн тархасланӑ Суламифь. Пӗри ман пит патне чупса пычӗ. Ленинградра манӑн ҫак шухӑша, ҫурри таран кӑна сикессине пӑрахӑҫа кӑларса, малалла каяс шухӑш тӗп вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Вӗсен телейне пула ҫыран хӗрринче ҫак вӑхӑтра шӑпах шыв ҫӗкленнӗ самантчӗ. Эпӗ икӗ алла сарса кӑнтартӑм, вӑл вӗсем ҫине ҫип хутӑрне тӑхӑнтартрӗ, вара каллех хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ. Кун пирки географ, кӑмӑл уҫҫи сӑмахӗсем каласа парса, ҫапла астутарса хучӗ: Диац 1486-мӗш ҫулта Колумбӑн пӗрремӗш ҫӳревӗсенчен ултӑ ҫул малтан, ҫав сӑмсах тавра ҫавӑрӑннӑ пулсан, Америкӑна уҫиччен татах та нумай ҫулсем иртсе каятчӗҫ. Хӑйпӑнса кайнӑ чуллӑ ҫӗр темӗскерле чӑрмав тӗл пулчӗ те сасартӑк чарӑнчӗ. — Затонра пултӑм, пӑрахутсене тӗрӗслерӗм, — ейкеленерех каланӑ Фома, хӑй ларас креслона кушетка патнелле ҫывхартса. Унӑн паттӑр комдивӗ Летунов, калама ҫук хӑюллӑ юлташ, вилнӗ. Вася тилхепене кӑшт пушатрӗ. Эпир вара, инди автанӗсем пек, шӑмарса лартнӑ та, куҫсене ҫеҫ мӑч-мӑч хупкалатпӑр, мӑнкӑмӑллӑн ҫухӑрашатпӑр: «Мӗн? Калаҫасса та мучи питӗ сивӗ ҫанталӑкра калаҫнӑ пек калаҫрӗ — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн, ҫӑварне йӗркеллӗн уҫмасӑр; тути шӑннӑ чухнехи евӗрлӗн, час-часах такӑнчӗ вӑл, тутапа каламалли хупӑ сасӑсене те йӗркеллӗн кӑлараймарӗ. — Пехиллӗх пачӗ? Вӑл хӑй юратнӑ ҫыннисен вилӗмӗшӗн, вӗсем ҫут тӗнчере текех ҫуккишӗн тавӑрчӗ. Ах, Стивен Ботс кун-ҫулӗ Вӗҫленнӗ урӑхла. — Ҫапла пулассишӗн тупӑшма та хатӗрччӗ. Хӗвел — пире чи ҫывӑх ҫӑлтӑр, вӑл ҫутӑ та, ӑшӑ та парать, ҫутӑпа ӑшӑсӑр пурнӑҫ та пулма пултараймасть. Юратакан апата тӑраничченех ҫинӗ хыҫҫӑн, Аркадий Павлыч хӑйне валли пӗр черкке хӗрлӗ эрех тултарса ӑна тути патне илсе пычӗ те, сасартӑк, тарӑхнӑ пек пулса, сӑн-питне улӑштарчӗ. — Ну, Ярмола, вӗренме пуҫӑнар, — тетӗп эпӗ. Станцие ҫитме тата ҫухрӑма яхӑн юлчӗ. Анчах эсӗ мана пӑшӑрхантартӑн, — терӗ тӑвӑнса ҫитнӗ Ольга… — Вӑл Алексей урисем ҫине шанмасӑртарах пӑхрӗ. Фома, хӑй утӑмӗсене юлташӗн уттипе килӗштерсе, ҫула тӑрӑх пӑхса пынӑ. Вӗсен ҫулӗ икӗ еннипе ретӗн ларса тухнӑ ҫуртсем хушшипе тӑсӑлнӑ. Хулари пӗр сутуҫӑ та аллине коробкӑсем йӑтса тухни курӑнмасть-ха. Унтан, паллах, ӗҫсе тултарнӑ. Мӗнешкел хӗрача унта, Устенька! Тен, эпӗ чӑштӑртатнине илтрӗм, е куҫ хӗррипе ман паталла пыракан мӗлкене куртӑм, пулӗ. Тен, ман ӑшӑмра, кушакӑнни евӗрлӗ, темӗнле инстинкт вӑранчӗ пулӗ. Анчах, эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та Гэндса куртӑм. Вӑл манран инҫех те мар сылтӑм аллинче кинжал тытса пырать. Вара тинех статуйӑран хӑпрӗ те ҫав самантрах аялта, пусма ҫинче, Аэлитӑна асӑрхарӗ. Сунарта ҫӳренӗ вӑхӑтра вӗсене хир сыснисем темиҫен тӗл пулчӗҫ. — Эпӗ те сана ҫакӑн пек… пылланса каясса шанманчӗ, — терӗ вӑл, ҫемҫерех сӑмах тупса. Огнянов тӗрӗс мар терӗ. — Мӗн пӑхса тӑран, Викентий? Эсир ӑна манран лайӑхрах пӗлетӗр пулӗ. Ҫакӑн пек лайӑх пуласлӑха, шантарса каланӑ япаласене ӑмсанмасӑр тӑма май килмен. — Эпӗ хам-и? Ҫав канав ҫын алтнӑскер пулни паллӑ пулнӑ. Унӑн куҫӗсем хӑй мӗн тунипе ним чухлӗ те ҫыхӑнмасӑр, таҫталла пӗр тӗлсӗр пӑхаҫҫӗ, вӗсенче вара анакан хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшаҫҫӗ. — Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑн эсӗ? — тесе ыйтрӗ Тоня, ун енне пӗшкӗнсе. Ун патӗнче эпӗ тӑват ҫул пурӑнтӑм. Атте мана сайра хутра ярса тӑракан укҫана эпӗ тинӗсре ҫӳресси ҫинчен вӗрентекен наукӑпа математикӑна вӗреннӗ ҫӗре тӑкакласа пӗтереттӗм. Ҫак наукӑсене пӗлни ҫӳревре яланах кирлӗ пулма пултарать, хам та мана ҫӳревҫӗ пулма пӳрнӗ тесе шутлаттӑм. Ним тума аптранӑран эпӗ кӗнекене урок вӗренме панӑ тӗлте уҫрӑм та вулама пуҫларӑм.. Акӑ вӑл хӑй те ӑҫта кайнине пӗлмест… Кӑлӑхах сая ятӑм эпӗ Олеся тавҫӑрма тивӗҫ мӗнпур шухӑша иле-иле кӑтартса, кӑлӑхах ансатлатса калаҫрӑм гипнотизм доктор-психиатрсемпе Инди факирӗсем ҫинчен, кӑлӑхах физиологи йӗркипе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшрӑм ун хӑйӗн хӑшпӗр опычӗсене, сӑмахран, юна вӗрни-сурнине, ӑна вена ҫине пӗлсе меллен пуснипех ҫав тери ансаттӑн тума пулать-ҫке-ха, — Олеся, мана ытти енӗпе йӑлтах, пӗтӗмпех шанаканскер, чӑхӑмлӑ вушарлӑхпа ҫине тӑрсах, пикенсех сире-сире ячӗ ман мӗнпур тӗслӗхсемпе ӑнлантарусене… Пӗлетӗн-и, енчен эпӗ ҫуран утнӑ пулсан, мана йытӑсемпе йӗрлесе тытатчӗҫ, енчен кимӗ вӑрласа леш енне каҫнӑ пулсан, кимӗ хуҫисем, эпӗ ӑҫта чарӑннине пӗлсе, ман йӗр ҫине ӳкетчӗҫ. — Аллӑ фунт. — Маншӑн ан чӑрманӑр, мисс Луиза, пит те тавтӑватӑп. — Мӗн усал тунӑ вӑл сана? Самолёт ҫӗртен уйрӑлса сывлӑша хӑпарсан, инструктор курсантӑн куҫӗсем — хура, ҫирӗппӗн пӑхакан цыганла куҫсем — сасартӑк куҫҫулӗпе тулнине, куҫҫулӗ питҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннине, унтан вӗсене, самолёт урӑх еннелле пӑрӑннӑ чух, ҫил ҫапса антарнине курчӗ. Шуйттана курнӑ хыҫҫӑн темиҫе кунтан икӗ ҫын вӑрмана тухса кайрӗҫ те — лагерьте вӗсене текех курма та пулмарӗ. Халь чей ӗҫме кайӑпӑр. — Тӗрӗс, Ермаченко, эпӗ санпа килӗшетӗп. Вӑл ӗлӗкрех Генуя купцисем нумай тутарнӑ пӗр пек мар чӳречесемлӗ, тимӗр чӳрече хуппиллӗ тата сӑлӑплӑ чул ҫуртра пурӑннӑ. Эппин, илӗр. — Шӑрши пит усал, йытӑ шӑрши пек. — Мӗн тунӑ пулӑттӑр-ши эсир мана, енчен сире Варшавӑна илме май килес пулсан? Тата унӑн пуҫ мимисем те чиперех марччӗ — ҫурхи кӑркка аҫи пекрехчӗ вӑл яшӑ. — Халех авланмалла-и е хӗвел тухиччен кӗтес-и? — ҫилленсе ыйтрӗ Андрей. — Рыбина ирӗке кӑларма хушса ҫырать! — пӗлтерчӗ амӑшӗ, хӗр енне пӑхмасӑрах. Анчах эпӗ сире кунта курнӑшӑн пит хӗпӗртетӗп. Аттепе Генри те сире курсан пит хӗпӗртӗҫ. Вуласа пӗтерсен, ҫамрӑксем нумайччен тавлашаҫҫӗ, анчах Весовщиков ку тавлашусене хутшӑнмасть. Анчах пӗри мӗн тунине теприн тӑвасах килет. — Ача чухне сире юратакан никам та пулман курӑнать, ҫавӑнпа та эсир Монтанеллин ырӑ кӑмӑлне ытла та хаклатӑр. Бенедикт пичче, ҫак пысӑк ача, малтан вӗсем чӑрмава ҫӗнтерме пултараяс ҫук тесе шутланӑччӗ. Майор Мак-Набс тимӗрҫӗрен вӑл ҫав питех ыратакан сурана ӑҫтан тупни ҫинчен ыйтса пӑхрӗ. Отряд пӗчӗкҫӗ пулнине тӑшман асӑрхаса илсен, республиканецсемпе мӗн пулать вара? — Ах, herr Dimitri, ытла та… ытла та телейсӗр эпӗ! Кунта ӗнтӗ Жухрай ӗҫӗ палӑрчӗ. Станцире ку халӑх чи малтанхи хут хускалса хирӗҫ тухни пулчӗ. Марта каллех ирӗке тухса, пасара часах кайса килнӗ, апатне хӑвӑрт хатӗрленӗ. Вара манӑн выҫӑ хырӑм та часах тӑранчӗ, малалли ӗҫсем маншӑн каллех уҫҫӑн паллӑ пулса тӑчӗҫ. Лашисен умӗнче иккӗн: пӗри — ватӑрах, симӗс френч тӑхӑннӑ, пилӗкне офицер пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ, кӑкӑрӗ ҫинче бинокль; унпа юнашар — ачасем халь ҫеҫ курнӑ юланутлӑ ҫын пырать. Александра Ивановна хӑйӗн хӑмӑр чемоданне илчӗ те Томашев тухтӑрпа пӗрле уҫӑ «виллиспа» ларса кайрӗ. Томашев вӑрҫӑччен гинеколог пулса ӗҫленӗ, ҫарта пултарусӑр хирург пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа та ӑна ытларах администратор ӗҫне тутарнӑ. Вӑл иккӗмӗш эшелонӑн типлӑ представителӗ пулнӑ, шӑтӑк-ҫурӑксемпе бомбоубежищӗсем валли ҫуралнине вӑл хӑй те пытарса тӑман. Ҫынсене култарма вӑл хӑй ҫинчен кирек епле ирсӗр япала та каласа кӑтартма пултарнӑ. Вӑл мӑн хырӑмлӑ та ӳсӗр лашанни пек сӑн-питлӗ пӗчӗк ҫын пулнӑ. — Кам пур унта? — тесе ыйтрӗ вӑл казачокран. Храмра тыткӑнҫӑсем пуррине пӗлеҫҫӗ-ши вӗсем? — Ман шутпа, — тет Ромаҫ, — сана чӗлхӳшӗн хӗнеҫҫӗ, асӑрханмасӑр калаҫатӑн эсӗ… Йӗр вӗҫленнӗ вырӑнта халь ҫеҫ кышласа якатнӑ шӑмӑсем, мӑк ҫине палӑрса юлнӑ кашкӑр йӗрӗсем пур. Унтах пӑлан тирӗнчен ҫӗлесе тунӑ сулмаклӑ хутаҫ. — Эпӗ кунта пурне те: вӑрманӗсене, ялӗсене, вӗсен ячӗсене пӗлетӗп. Король хӳшшелле сӗнкӗлтетсе кӗчӗ те лӑпланмалӑх кӗленчерен ярса ӗҫрӗ, унтан герцог та кӗленчене илчӗ; ҫур сехетрен вара вӗсем каллех чи ҫывӑх туссем пулса тӑчӗҫ, мӗн чухлӗ ытларах ӗҫрӗҫ, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑрах калаҫрӗҫ пӗр-пӗринпе, юлашкинчен ыталашсах выртрӗҫ те харлаттарсах ҫывӑрса кайрӗҫ. Анчах эпӗ амӑшӗ пирки каламаншӑн вӑл кӳренчӗ, эсӗ мана ӗненместӗн, эсӗ мана юратманнине эпӗ куратӑп, терӗ. Ҫав тери ҫиленсе, Корчагин унран пӑрӑнчӗ те, хыҫалалла пӑхмасӑр, коридор тӑрӑх утрӗ. — Кама вара? Вӑл ман ҫумра пулни мана чӑтма ҫук тарӑхтарчӗ, эпӗ хамран хам хӑрарӑм. Эпӗ гуигнгнмсем нимӗнле чирпе те чирлеменни ҫинчен малтанах каласа панӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсене врачсем те кирлӗ мар. Инсаров шарламарӗ. — Павел Петрович мӑйӑхне шӑлса илчӗ. — Стой! Ӑҫта каятӑн? Анчах Рада чӗри савӑнса ҫӗкленнӗччӗ. — Тӳрех ҫапла каламалла пулнӑ та! — тарӑхса кайрӗ Квакин. Унӑн кабинетне йӑлтах кӗнеке шкапӗсем лартса тултарнӑ. Эсӗ те кӑшкӑртӑн, эпӗ те кӑшкӑртӑм, унтан эпир вак утравсем хушшинче ҫӗтсе кайрӑмӑр, пирӗнтен пӗри ҫул ҫухатрӗ, мӗншӗн тесен хӑй ӑҫтине хӑй пӗлми пулчӗ — ҫапла-и? Пӗр-икӗ хутчен пырать-ха вӑл, — ытлашши юрамасть. Вара улпутсем урӑх вырӑна куҫрӗҫ; имени пушанса юлчӗ. — Тӗрӗс, ҫӑлтӑр ӳкрӗ, — терӗ ача тарӑн шухӑшлӑн. Ӑҫта пырать, ҫавӑнта унӑн кил-ҫурчӗ. Нагульнов алтупанӗпе пырне шӑлкаласа илчӗ, шурса кайрӗ, анчах ним шарламасӑрах ирттерсе ячӗ. Вӑл та Энскранах иккен. Вӑл ҫаплах пулнӑ пулӗ ӗнтӗ. Каялла чакса пынӑ ҫӗрти пӑтравлӑхра, Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирте пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ ҫапӑҫу ҫулӑмӗнче ҫырусем Ольӑна тупма пултарӗҫ-ши? Тӑшмансем пӗр-пӗрине хирӗҫ ыткӑнчӗҫ… Ҫӳл тӳпене уйӑх чаплӑн ярӑнса хӑпарчӗ: тӗнчери мӗнпур ырӑ ҫынсене раштав ирттерме, Христоса чысласа юрлама савӑкрах пултӑр тесе, ҫутатать ӗнтӗ вӑл. Кайӑксем «кӑрр-кӑрр-кӑрр», тесе кӑшкӑрни хӑйӗнчен мӑшкӑлланӑ пек туйӑнма пуҫличчен, темиҫе хутчен те кайӑксем ун алли айӗнченех вӗҫе-вӗҫе тухса кайрӗҫ. Вара вӑл, пӗр тапхӑр вӗсене ылханса илнӗ хыҫҫӑн, кайӑксем евӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрма тӑрӑшса хыттӑн ҫухӑрашма пуҫларӗ. — Пирӗн ялсем питӗ сахал. «Батарея патне пырса кӗмелли ҫук» тет вӑл сире, ура хырӑмӗ таранах пылчӑкланнӑ аттине кӑтартса. Юнашар ларакан ҫап-ҫамрӑк та ялан йӑл кулакан, пульккӑ пек хура куҫлӑ, патвар тутар ачине хулпуҫҫийӗнчен тӗртсе илсе, Олейник ҫавӑн пекех кӗскен пӗлтерчӗ: — Ку санӑн помощник Нургалей. Мӗн юхса тухать-ха ҫав ылтӑн савӑтран, унтан вара унӑн шурӑ тумтирӗ ҫине майӗпен тумлать..? — Ахӑрнех, кунта ҫак таврашрах выльӑх ӗрчетекен станци пур пулас, — терӗ Гленарван. — Кунти пушхирсенче сунарҫӑсем пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пойнтер йытӑсемпе сунара анчах ҫӳреҫҫӗ. — Татах хӗне мана, — терӗм эпӗ куҫҫуль юхтарса, — хытӑрах, ыраттарарах, эпӗ ниме юрӑхсӑр, эпӗ ирсӗр, эпӗ телейсӗр этем! Эпӗ сана юратма пултараймастӑп. Павел аяккарах кайса тӑчӗ те, амӑшӗ унӑн ҫивӗч сӑмахӗсене илтрӗ: — Ҫӗр ҫинче ҫынна пурӑнма кансӗрлекен юрату та пур… — Мана сивӗ чирӗ силлеме тытӑнать. Уйрӑм пая чи малтан арестленӗ ҫынсемпе чи малтан тупнӑ документсем ӑсанчӗҫ. Тепӗр кунне, Ольга терраса ҫинче ларнӑ чух, калинккерен пӗр командир пырса кӗчӗ. Лайӑх моряк пуласси ҫакӑнтан курӑнать. — Яков Тарасович ҫӳҫенсе илнӗ, пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем, кулакан куҫӗсем патӗнчен тапранса тутисем патне ҫитиччен, пайӑркан-пайӑркан сарӑлнӑ, кукша пуҫӗ, темӗнле, тӗксӗмрех ҫӑлтӑр евӗр ҫуталса тӑнӑ. Ковалев майор кунта пурӑнать-и тесе кӑна ыйт — сана пурте кӑтартма пултараҫҫӗ», тенӗ вӑл. — Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл. — Пире яланах шан, Давыдов, — хӑйне манерлӗ мар тимлӗхпе каласа хучӗ те Дубцов, пуҫне тайса, тухса кайрӗ. — Сывах-ха, юлташ. Ырлӑх чӗрене ытлашшипех тултарса тӑнӑ чухне Санинӑн Джеммӑпа юрату ҫинчен мар, мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫасси килчӗ — юрату ыйтӑвӗ паллӑ, татса панӑ таса ыйту пулнӑ. Тӑвӑллӑ ҫил ҫавӑрттара пуҫларӗ. Мӗншӗн пӑрӑнтӑн-ха эсӗ манран? Кӑшт шухӑшлама вӑхӑт пултӑр тесе, эпӗ чӑх шӑмми пыра ларнӑ пек турӑм — ҫак хушӑра мӗн те пулин шухӑшласа тупмалла. — Ҫивиттине ҫӗтме ҫитӗ сана! Пӗртте кукӑль пек мар… ну, ҫапах та, ҫисе пӑхас!.. Пӗр вӑхӑтрах вӑл пӑрахучӗ те, капитанӗ те, сигналсем параканӗ те пулчӗ, ҫавӑнпа та унӑн хӑйӗн палуби ҫинче тӑрса, хӑйне тӗрлӗрен приказсем парса, ҫав приказсене хӑйӗн ӗҫе кӗртме лекрӗ. — Стоп, машина тӑрать, сэр! — Саня, — терӗ вӑл, Кораблева аса илтерекен Стефан Баторий вӑхӑтӗнчи ҫар ҫынни патне пырса чарӑнсан, — «ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна» тесе кам ҫинчен ҫырнӑ пирки эпӗ шухӑшласа пӑхрӑм. — Эсир манӑн ҫивӗч сӑмаха пуклак тесе шутлатӑр-и? Акӑ, итле-ха эсӗ… Ну, аван. Пӗр Сидорчук анчах васкамасть, вӑл ыйӑхлӑ пуҫне вӑраххӑн ҫӗклет. «Каҫарӑр мана, эсир мӗн ҫинчен калаҫнине эпӗ ӑнкарса илейместӗп… Унтан вӑл витерен пӗр татӑк ашак какайӗ илсе килчӗ, анчах какайӗ ҫав тери шӑршлӑ пулнипе эпӗ айккинелле пӑрӑнтӑм. Лизӑн хӑрани иртсе кайнӑ, вӑл хӑйӗн мӗн тумаллине часах тавҫӑрса илнӗ. Кашни ҫыннӑн телейӗ тепри телейсӗр пулнинчен килнине, унӑн пайтипе канлӗхӗшӗн те, палӑк лартма никӗс кирлӗ пекех, теприсен уссӑрлӑхӗпе канӑҫсӑрлӑхӗ кирлине Елена пӗлмерӗ. Костя чупса пычӗ, чӗркуҫленсе ларчӗ, Лозневоя хулпуҫҫинчен ярса илчӗ. Старик картах сикрӗ, шуса аннӑ куҫлӑхне тӳрлетрӗ, кӗленче ҫийӗн экран ҫине пӑхать, шӑлсӑррӑн кулать. Ача, ашшӗ ҫумне ларса, пӗр кун хушшинчи курӑм-туйӑма тӗплӗн каласа панӑ. Ахаль чухнехи сивлӗклӗх таҫта кайса ҫухалнӑ. — Парӑнмастӑп! — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак тискеррӗн, унтан курок шалтлатни илтӗнчӗ. — Пӗлме пултараймастӑп, улпутӑм, — тепӗр хут каларӗ вӑл. Эпӗ тӑтӑм, ҫӑмхана чӳрече янахӗ ҫине хурса, гостинӑя тухрӑм та, ним ӑнланмасӑр, чарӑнса тӑтӑм: пӳлӗм варринче йӑрӑмлӑ кушак ҫури тяпписене чаркаласа выртать; Унтан вӑл йывӑррӑн та уксахласа утса килекен ҫынна курать. Ҫакӑн пек вӗрентнӗшӗн чиркӳ сучӗн хаяр приговорӗпе ӑна вутра ҫунтарса вӗлернӗ. Марс ҫинче каналсем уҫни Брунон шухӑшӗ тӗрӗс иккенне кӑтартса панӑ. Ҫавӑнпа та ытти ҫӗршывсенчи ученӑйсем пӑшӑрханса ӳкнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, Скиапареллипе Лоуэллӑн тӗрӗс сӑнавӗсене вӗсем пӗтӗм вӑйран сирсе яма тӑрӑшнӑ. Вӑл ман умма кӑштӑрт пӗр ыйту кӑларса хучӗ: «Калӑр-ха, Панкратов юлташ, философирен эсир мӗн-мӗн пӗлетӗр?» Геновева ролӗнче вылямашкӑн Викентий тияккӑна сӗннӗччӗ, унӑн ҫӳҫӗ вӑрӑм та илемлӗ, анчах, турӑ ҫынни сцена ҫине тухмалла маррине пӗлсен, вӑл роле урӑххине пачӗҫ, мӑйӑхне сӗрмешкӗн темле шурӑ маҫ тупрӗҫ. — Ну, санпала, ан ҫыпӑҫ! Эсир ӑна питӗ килӗшнӗ. Вӑл хаяр сӑнланса, мана куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑхса тӑчӗ. Мӗн вара эсӗ? Ара вӑл вӗт Кораблев патӗнче тӑватӑ ҫул пулманччӗ ӗнтӗ. Оленин пуҫне: ҫавсемпе пӗрле каймасӑр юлсан, аван мар пулӗ, текен шухӑш пырса кӗчӗ; тата вӑл ир таврӑнма шутларӗ. Ревкома виҫӗ тӗксӗм сӑнлӑ командир пычӗҫ. Санин шутларӗ-шутларӗ те сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ: татӑклӑн шутласа хучӗ вӑл! Ҫакӑ вара пӗтӗмпех Разметновран килчӗ; вӑл хӑйне ытла хытӑ та урӑ тытрӗ. Сӗтел хушшинче нумаях пулмасть станицӑран килнӗ счетовод кӗнекесенче темскер шыраса ларать. — Мӗнрен хӑратӑр-ха эсир? — ыйтрӗ Зинаида. — Ирӗк парӑр ыйтма. — Офицерсем ӑҫтан тупӑнӗҫ-ха тата? Кӑнтӑрла лагерьте хӗрарӑмсемпе ачасем кӑна юлаҫҫӗ, арҫынсем ирех ҫухалаҫҫӗ, вӗсем ӑҫта иккенне пӗтӗм вӑрмана янӑратакан пуртӑ сассинчен пӗлме пулать, таҫта инҫете кайманни пуриншӗн те паллӑ. Йӗркеллӗ ҫынсем ун пек тумаҫҫӗ те. Шӑтӑкла пек эрешлесе пӗтернӗ сарлака чугун хапха витӗр пӑхсан ҫеҫ йӑмӑх симӗс пурҫӑн пек выртакан газон кӗтесси палӑрать, ҫаврака чечек клумбисем тата инҫетре хыҫалта, аллея курӑнать. Унтан хӑйӗншӗн хаклӑ, патша-тупӑ ӳкернӗ шӑвӑҫ портсигар кӑларчӗ, — унран вӑл мӗн пур фронтра ҫичӗ ҫул хушши уйрӑлман, — унтан патша-тупӑран шеплеттерчӗ: «Туртса яратпӑр-и, юлташсем?» — пурне те пирус сӗнчӗ. Вӑл тӗлӗкре пулнӑ. — Мӗн тума унпа? Уйӑх ҫине кунта пирӗнтен маларах ҫитнисем пур! Ан чӗн! Кулнӑ чухне унӑн питӗнче темле ача кӑмӑлӗ пур, ӳчӗ унӑн хӗрарӑмӑнни пек, темле ҫемҫе, ачаш ӳт; мӗн ҫуралнӑранпах кӑтра сарӑ ҫӳҫӗ шупкарах кӑна тӑнлӑ ҫамкине илемлӗн кӑтартса тӑрать… Унӑн хӑйне валли урӑххине суйласа илмелли ҫук. Софья туртма пуҫланӑ пирусне таҫталла ывӑтрӗ те амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса:— Эпӗ шавлани сире кансӗрлемест-и, ҫук-и? — тесе ыйтрӗ. — Онбаши! — пӑшӑрханса пӑшӑлтатрӗ Марко. Ку пӗрпеклех питре те мар, кӗлеткере те мар, темре уйӑрса илме ҫуккинче: алӑсенче епле утассинче, сасӑ уйрӑмлӑхӗнче тата хӑшпӗр сӑмахсенче Люба ҫиленсе: «ӗмӗрех ямаҫҫӗ» тесе каланӑ чух, ҫак «ӗмӗрех» сӑмаха анне пекех тӑсса ӗмӗрех тесе калать те, мана анне сассине илтнӗн туйӑнать; анчах ҫак пӗрпеклӗх вӑл фортепьяно каланӑ вӑхӑтра тата ҫавӑн чухне мӗнле хӑтланкаланисенче уйрӑмах тӗлӗнмелле: вӑл ҫавӑн пекех кӗпине юсать, листасене ҫавӑн пекех сулахай аллипе ҫиел енчен тытса ҫавӑрса хурать, пассаж вӑрах ӑнӑҫманнипе тарӑхсан ҫавӑн пекех чӑмӑрӗпе клавишӑсене ҫапса, «ах, турӑҫӑм!» тет, ҫавӑн пекех палӑри-палӑрми ҫепӗҫлӗхпе уҫӑмлӑн, Фильдла чаплӑн калать, кунашкал каланин, jeu perlé, текен лайӑх ята илнӗскерӗн, хӳхӗмлӗхне хальхи ҫӗнӗ пьянистсен хӑтланкаларӑш-тӗлӗнтермӗшӗсем те мантарма пултараймаҫҫӗ. Кӗлтуса пӗтерсен, вӑл чӳречесене, алӑка, Егорушкӑна, Иван Иваныча хӗрес хыврӗ те пӗчӗк диван ҫине минтерсӗрех выртрӗ, хӑйӗн сӑхманӗпе витӗнчӗ. Вӗсем мӗскер ӑнланма пултарнине пӗлетех ӗнтӗ вӑл. Вӑл Донка каччиччӗ. Ҫавӑнта, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра, ларнӑ чухне ҫав шӑрпӑксем хам ҫумра пулманшӑн эпӗ темиҫе хут та кулянтӑм. — Мӗншӗн тесен эпӗ пӗр япала ҫинченех темиҫе хут каланине юратмастӑп, — терӗ лешӗ кулса. — Чи кирли, мадам, пирӗн ҫине бомбӑсем ан пӑрахчӑрччӗ, — терӗ Либерсмут Горевӑна килхушшипе ӑсатнӑ май, пӑрҫасем аптратса ҫитернӗ йытӑ пек, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе. Эпӗ тӑлӑх арӑм, вӗсем ман ханшана ӗҫрӗҫ-ӗҫрӗҫ те юлашкинчен хама хупса лартрӗҫ. Такамӑн тимӗр чавсисем ӑна хӗстерсе хучӗҫ те, унӑн аяк пӗрчи те шатӑртатнӑ пек пулчӗ. Чӑннипе каласан, кам иккен эпӗ, вилес умӗн те ман ҫинчен асӑнмашкӑн? Темӗнле шӑп-шӑпӑрт йӑвашлӑх, тасалӑх, тимсӗрле лӑпкӑлӑх вӗрсе ячӗ ун ҫине ҫак ҫамрӑк хӗрарӑмран, ҫавӑнпах пуль, ӑна вӑл халӗ, темле чӗп-чӗрӗ, савӑк, хӑй тахҫанах пӗлекен-паллакан картинӑра ӳкерсе хунӑ пек, пур енӗпе те тишкерсе пӑхрӗ. — Эпӗ хама унӑн умӗнче ача пек кӑна туятӑп, — тенӗ Рамос. — Ман пирки те тунсӑхламастӑн-и? Кун пирки Слива капитан та пӗлетчӗ пулас. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл сывлӑшалла-талккӑшалла пӑхатчӗ те:— Ӑт-т, курӑр. Либералсем т-тупӑннӑ. Ротӑна пӑсса, усала вӗрентсе пӗтереҫҫӗ. Вӗсене, йӗксӗксене, тыта-тыта п-пӗҫертмелле, кунта пур вӗсемпе ачашшӑн п-пӑшӑлтатаҫҫӗ, — мӑкӑртататчӗ тепӗр чухне. Паян пӗлтӗм те ӗнтӗ ун ҫинчен. Тӳррипех калатӑп, эпӗ сасартӑк ҫиҫӗм пек ҫутӑлса кайрӑм. Кунти вырӑнсенче табу ҫине те шанма ҫук, ҫавӑнпа та кунта пӑшалпа пенинчен кӑна мар, дикарьсемпе алла-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫассинчен те сыхланмалла пулать. — Пӑрах тӗшмӗшленме! — чарчӗ ӑна сержант. Малта вӗҫтерсе пыракан индеец йӗнер пуҫӗ ҫинчен лассо илет те ӑна пуҫӗ тӗлӗнче ҫавӑрттарма тытӑнать. Аркадий Павлыч апатланма тытӑнчӗ. Роберт Толинене хӑйпе выртма чӗнчӗ. Пӗчӗкҫӗ туземец ӑна хирӗҫлесе тӑмарӗ. Кунсем ҫитӗҫ, эпир вӑл пуҫлӑх пулнипе савӑнса мухтанӑпӑр. — Итлетӗп, анчах пурнӑҫламастӑп, — Ромашова куҫ хӗссе, ҫурма сасӑпа хушса хучӗ вӑл. Ӑна ватӑ Зеб пӗтӗмпех чӗркесе пӗтернӗ кивӗ тутӑр татӑккисене шутламасан, ун ҫинче пӗр кӗпе ҫеҫ. Анчах мал енчен Алексей хӑйне йыхӑракан сасӑсем илтет. Арӑмӗ ачасен ӑсӗ ҫинчен калани ӑна хытах пырса тивнӗ, Ольга, паллах, Илья пирки тӗксе каласшӑн пулнӑ. Ҫак ята асӑнсанах шанманни пӗри те тупӑнмасть. Хӗр-манахсем ушкӑнӗпех Ровоама хаджи патне тӗплӗрех ыйтса пӗлме пуҫтарӑнчӗҫ. Икӗ тумлам куҫҫуль ун пичӗ тӑрӑх йӑрӑлтатса анчӗ. — Пӗчченех, — терӗ Гленарван. — Халь ӗнтӗ ула пирне ҫапла сарӑпӑр, ҫиелтен ҫуна ҫиттине. Севастопольрен тухса кайса канма хушакан хут та пулма пултарнӑ унта, батарейӑна пӗтӗмӗшпех бастионсене ямалла тӑвасси ҫинчен те ҫырма пултарнӑ. Кит хускалмарӗ, тӗлӗрсе кайнӑ пек туйӑнчӗ. Пӗр ҫын курнӑ, вӑл вара халиччен никам пӗлсе илеймен вӑрттӑн япалана пӗтӗм Техасӗпе те чи малтан чухлама пуҫланӑ. Пур-пӗрех! Упӑте тени, ҫакна шансах пӗтерме ҫук пулин те, — упӑтех ӗнтӗ, анчах этем кунта нихӑҫан та пурӑнас ҫук. — Урӑра хытӑ ҫыхмарӑм-и? — ыйтрӗ юлашкинчен Базаров. — Мӗншӗн эсӗ мана хӑрататӑн, ирсӗр ача? — пуҫларӗ вӑл ҫиллессӗн йӗре-йӗре. Темиҫе кунтан вара Митя хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне — виҫӗ ҫыхӑ кӗнеке тата пӗр карҫинкка кӗпе-йӗм илсе, хулана пурӑнма куҫрӗ. — Вара пуйса кайрӗ пуль? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Ӑшӑтрӑн эсӗ манӑн чӗрене… Ула кӗсре, шпорпа тӗртнине сиссе, хӑвӑртрах кая пуҫларӗ, часах хӑйсене хирӗҫ пыракан ҫынсем патне ҫитрӗҫ. Рита, ӗшеннӗскер, пуҫне сумка ҫине хурса,тӗлӗрсе кайрӗ. — Мана Голуб ячӗ, — хуллен пуҫларӗ вӑл. — Ҫак ен айне мӗнле ҫырмаллине шухӑшласа тупса памастӑн-и? Рима кайсан турӑ чуринчен, святой аттерен пехиллӗх ыйтӑр. Вӗренекенсемшӗн нумайӑшӗшӗн ҫакӑ пурпӗрех пулчӗ, анчах вӗсем хушшинче иикӗшӗ вара учитель мӗн тунисене пурне те пите хытӑ асӑрхаса тӑчӗҫ. Яланах — «Мана мӗн усси?» теҫҫӗ. Пурте пӗр мӑшӑр куҫпа пӑхнӑ пек… Вӗсен лаши урисем айӗнчен, ҫӑмӑллӑн вӗҫен пӗчӗк тӗтӗм ҫилхисем пек, ҫурхи тусан капланчӑкӗсем йӑсӑрланса ҫӗклене-ҫӗклене юлаҫҫӗ… Шлюпкӑсем ҫыран хӗррине ӑмӑртмалла ыткӑнчӗҫ. Шӑпах пулчӗ вӑл — тӗленнипех ҫав ӗнтӗ. Мӗн пулнӑ сана? — ӑшшӑн ыйтрӗ те Ромашов, мӗншӗн тунине хӑй те пӗлеймесӗр, ик аллине те салтак хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ. Полковник, хушаматне пӗлетӗп эпӗ… вӑрттӑн тӗл пулма палӑртса хунӑ вырӑн… Ара ку ҫав тери хӑватлӑ пулӑшу-ҫке-ха! — Мӗншӗн-ха вара? — кӑшкӑрчӗ Алексей. Патша йӑмӑкӗсенчен, тӑванӗсенчен суйласа илнӗ ытти арӑмӗсем питех капӑр мар, анчах унран чылай ҫамрӑк. Темле ҫырусем. Хӑйне вӗлтренпе чӗпӗттернӗ те, ӑна пӳрнипе юнаса каларӗ: — Асту, эпӗ турра кӗй тӑвӑп та, вӑй сана пит усай тӑвӗ. — Тӗп-тӗрӗс, вӑтӑр ҫичӗ сысна илтӗмӗр, йӳнӗ хакпах тата. Лантенак». Вӗсемсӗр май ҫук. Пирӗншӗн май ҫук, пӗчӗк кимме май пур. Вӑл кӗсменпе авӑсса аяккарах иртме пултарать, тӑшман карапӗсем ӑна асӑрхаймӗҫ. Эпир ҫав вӑхӑтра тӑшмана хамӑр еннелле пӑхтарма тӑрӑшӑпӑр. Эпир мӗн тӗрлӗ асап тӳснине курнӑ хыҫҫӑн та хӑш-пӗрисем ҫӗлен тирне тытнинчен ним хӑрушши те ҫук тейӗҫ, ӗненместӗр пулсан, тата малалла вулӑр, ун чух ӗненӗр вара: мӗн чухлӗ инкек кӑтартрӗ пире ҫӗлен тирӗ. — Ку тӗрӗс вара, — килӗшрӗ унпа амӑшӗ. Колчо, вӑл кӑшкӑрнине илтсен, чарӑнса тӑчӗ. Валя хамӑн статьям пичетленнӗ «Правда» номерне вокзалах илсе пычӗ. Апла пулсан, эсир вӑл Анна Сергеевнӑна чылаях хӑй енне ҫавӑрнӑ тетӗр-и? — Абрексем! Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй ҫарта юлмассине ҫирӗп пӗлет, училищӗре вӗрентнӗшӗн, йӗрке тӑрӑх, унӑн виҫӗ ҫул службӑра тӑмалла, ҫавсене вӗҫлесе пӗтерет те вара запаса тухать, тем тесен те тухатех. Эпир вӗсем ҫийӗнче пӗлӗте тасатса пытӑмӑр. Пӗр ҫӗртех ҫапӑҫнӑ, анчах пӗр-пӗрине тӗл пулаймарӑмӑр. Наганпа хӑратса ҫыртарсан, эпӗ кирек мӗн те ҫырса пама пултарӑп… Лукашка ку вӑхӑтра пӑшалне майласа тӑчӗ. Ҫав тери эс мӗскӗн, ялан пӗччен, ялан пӗччен. Бекки каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ — йӗри-тавра пӗр чун та ҫук: Пӗр минутранах вӑл кӗнекене алӑра тытса тӑчӗ. — Каям-ха эпӗ. Икӗ пин ҫул хушши ҫынсен кӑмӑлне шута илмесӗр, пурне те хӑратса хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнтарнин пур майӗсемпе те — пӗр халӑхӑн ҫӗрне тепри туртса илнипе, феодализмпа, фанатизмпа, патшалӑх хӗснипе — хӑратса пӑрахнӑ Бретане пӗр меслетпе хӗрхенмесӗр асаплантарнине тепӗр майпа асаплантарма тытӑнассишӗн ҫеҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса, сунарҫӑ кайӑка йӗрленӗ пекех, йӗрлесе пынӑ. — Хытах чирлесе кайнӑ эсӗ, Егор Иванович! — терӗ те Николай пуҫне усрӗ. — Н-ну, Ефимушка, тирне сӗветӗп ӗнтӗ… — Юрать, эппин, кӑмӑлсӑр ан пул, — мана ӑсатнӑ май каларӗ карчӑк. Ҫак самантра Робертпа Мэри Грант палуба ҫине хӑпарчӗҫ. Корсетпа урӑх темле япала кӑшт ҫеҫ чӑрмантарнине, унтан кинжал ҫемҫе ӳт ӑшне кӗнине эпӗ лайӑх астӑватӑп. Вӗсем иккӗшӗ те ывӑнса, вӑйсӑрланса ҫитнӗ, пичӗсем нумайранпа нуша курнӑ хыҫҫӑн пулакан чӑтӑмлӑха кӑтартаҫҫӗ. — Хатӗр те-и? — тӗлӗнчӗ Николай. Вӑл кайма тӑчӗ, курна умӗнче тӑрать, тимӗр-тӑмӑрпа интересленет, ҫавӑркалать ӑна, — ман унта тӗрлӗрен кивӗ ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртатчӗ. — Эсӗ вӑл старике пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ ҫул ҫинче. — Кама! — Кушакпа ӗне пирӗн пек калаҫмалла марри ахалех паллӑ. Анчах хӗрарӑмсене вӗлерме юрамасть. Вӑл мана ыталаса илчӗ те кулса кӑна ячӗ. Павелшӑн ку, ӗлӗк бокс вӑййине вӗреннӗ чух Жухрай ҫапкине туяннӑ пек, малтан туяннӑ вирлӗ ҫапкӑ пулчӗ. Халь иҫӗм ҫырли ассиленсе кайнӑ, ҫимӗҫ кӳмест, сорчӗ енчен пӑхсан — ку таврара авалтан лартса ӳстернӗ сорта аса илтерет, Гомерпа пӗр вӑхӑтра пурӑннӑ ҫынсем пирӗн пата илсе килнӗ сортсен несӗллӗх пулӗ. Анчах картинӑсем ӑна ачана илӗртнӗ пекех илӗртеҫҫӗ, — вӗсем ун умне питех те ӑнланмалла, ҫӗнӗ те тӗлӗнмелле тӗнче кӑларса кӑтартаҫҫӗ. Варвара ҫӗрӗпех ун патӗнчен каймарӗ. Урисене хай айнелле хуҫлатса пуҫне усрӗ те пысӑк та ҫаврака куҫӗсемпе тунсӑхлӑн пӑхса ларчӗ. Васкамасӑр, тарӑннӑн тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ патша: — Ҫынсем хӑҫан та хӑҫан пӗр-пӗрне юратма чарӑнмасӑр та, чунпала ӳт-пӳ илемӗ тӗнчере чи лайӑх, чи пылак ӗмӗт пулма пӑрахмасӑр та, тупа тӑватӑп сана, Суламифь, манӑҫӑнмӗ сан яту, ҫемҫе кӑмӑлпа та пысӑк пархатарлӑхпа кала-кала асӑнӗҫ ӑна нумай ӗмӗрсем хушши. Питех те хамӑн тӑвас килет ҫав пӑшала: унпа ашкӑнкалама юрататӑп эпӗ. Агеевна малтан кӑмака патӗнчен итлесе тӑчӗ, унтан Яша патнерех пычӗ, — сӑнран пӑхсах паллӑ ӗнтӗ, унӑн ӑшчикӗ вӑркать, хытӑ хумханнипе, ниҫта кайса кӗреймест. Строительство ушкӑнӗсен начальникӗсене ҫаксене турӗҫ: пӗрремӗш ушкӑнне — Панкратов юлташа, иккӗмӗшӗнне — Дубава юлташа, виҫҫӗмӗшӗнне — Хомутов юлташа, тӑваттӑмӗшне — Лагутин юлташа, пиллӗкмӗшӗнне — Корчагин юлташа, улттӑмӗшӗнне — Окунев юлташа. — Кунта пӗр ҫын пурӑнать, ӑна Сучок тесе чӗнеҫҫӗ. — Ҫук, пӑрахнӑ, — калаҫу малалла та ҫакӑн пекрехех пычӗ. Халиччен илтмен чӑрсӑрлӑх, тет ӑна вӑл; эпӗ вара, сан хутна кӗрсе, вӑл питӗ лайӑх воспитани илнӗ-ҫке, сире ним чухлӗ те кӳрентересшӗн пулмарӗ, тесе аран-аран ӗнентертӗм. Нумай харкашса тӑрас пулсан, халех питӳ ҫине пломба лартса яратӑп. — Тарма-и, Джон? Мӗнле пулсан та, эпӗ, хам пултарнӑ таран, хай калашле, мӑкланса ларасшӑн мар, ӗмӗртен тӑрса юласшӑн мар. — Ан палка, йытӑ! — кӑшкӑрчӗ таҫтан становой сасси. Каялла килнӗ чухне, мистер Джеральд мана хӑй ӑҫта пурӑннине кӑтартрӗ. Ҫак Инди океанӗнче пӗччен тӑрса юлнӑ архипелаг икӗ утравран пӗрлешӗнсе шӑп кӑна Инди ҫурутравӗпе пӗр меридиан ҫинче вырнаҫнӑ. Анчах пуринчен те тӗлӗнмелли, ӑнланмалла марри ҫакӑ: ҫыракан мӗнле ҫапла сюжет илме пултарнӑ? — Эпӗ — люкра выртнӑ… Хушӑр, генерал. Ҫав ҫуртсенче Азири майлӑ тунӑ ҫырла-ҫимӗҫ склачӗсем пек, алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнипе тутлӑ-тутлӑ шӑршӑ, пиҫсе ҫитнӗ тата типӗтнӗ ҫырла-ҫимӗҫ шӑрши сӑмсана ҫапать. — Юрӗ эппин, — терӗ Кораблев. Ман шутпа эпир сехетре икҫӗр километр хӑвӑртлӑхпа пыратпӑр. Паллах, Гро-Ален алӑ ҫупма васкарӗ. Вӗсем ӗне сӑваҫҫӗ, сӗлӗ выраҫҫӗ, эпир алӑпа тӑвакан пур ӗҫсене те тӑваҫҫӗ. Тӳрех калас пулать: чуна тӑпӑлтаратчӗ. Ирхине тин вӑранчӗ вӑл. Вунӑ доллар парса ӗне туяннӑччӗ. — Капла туни килӗшсех каймасть пуль ҫав. Хӑй, кивӗ прижим вӑхӑтӗнче, парӑмсемшӗн Трифоновӑнне пурлӑхне туртса илнӗ чухне, капла пуласси ҫинчен шухӑшласа пӑхман пулмалла ҫав. Пурӑнасчӗ…» Вӑл ыттисемпе пӗрле хирӗҫ тӑрса кӗрешнӗ, хушнисене пурне те тӗрӗс туса пынӑ. Икӗ аллипе сула-сулах кулчӗ Романенко. — Кама йӑтса пыратӑр? — ыйтрӗ Петров, ку ырра пӗлтерменнине сиснипе шуралса кайса. — Атьӑр, кайса пӑхар, мӗн вӑл? — Ара ан кӑшкӑр-ха эсӗ! — хӑраса ӳкрӗ Ҫемен. Тепӗр чух хӗвел хытӑ хӗртнипе сывлама та йывӑр пулса ҫитет. Килсенче иртен пуҫласа каҫчен пӗрмай ятлаҫни, кӑшкӑрашни тата хӗрарӑмсем улани илтӗнсе тӑчӗ… — Ҫапла, тусӑм, тӗп-тӗрӗсне калатӑп! Сирӗн умӑрта хыпарсӑр ҫухалнӑ телейсӗр дофин Вунҫиччӗмӗш Людовик, Вунулттӑмӗш Людовикпа Мария Антуанеттӑн ывӑлӗ. — Вӑл пӗр хушӑ нимӗн те шарламасть, унтан: — Асту, яланах юрат мана, нихҫан та ан ман. Ку ӗҫпе ҫур сехет иртсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вокзал хула хыҫӗнчех ларать. Кунсӑр пуҫне тата император ирӗке тухнӑ ҫынна пӗтӗм халӑх умӗнче хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне кӑтартса пӗр-пӗр награда парать, тата вӑл айӑпсӑрри ҫинчен пӗтӗм патшалӑхӗпе пӗлтереҫҫӗ. Лось баксен ытлашши кранӗсене хупрӗ, шуткӑҫа тӗрӗслерӗ. Аппарат ҫеккунтра пилӗк ҫӗр ҫухрӑма хыҫа хӑварать. — Ҫакӑ ҫеҫ-и? — хӗр ыйтӑвӗнче кӑмӑлсӑрлану сисӗннӗ; Тоньӑпа Артём пӗр-пӗрин ҫине нимӗн чӗнмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ. Шӑпах… «Дункан» ҫине вӗсем ӳкӗнӳпе хыпар илсе пымаҫҫӗ. — Ытлашши нимех те пулас ҫук — ырри те, усалли те… Алексейӗн ҫакна питех те ӑнланас килчӗ, мӗншӗн тесен, хӑйне ӑна ыратнине лӑплантармалли наркотиклӑ эмелсем ытларах та ытларах парса пынӑ пулин те, вӑл каҫ-каҫ ҫывӑрма пултараймарӗ, хӑш чухне, йынӑшас мар тесе, одеялне шӑлӗсемпе ҫыртса лартса, ирчченех куҫ хупмасӑр выртрӗ. — Мӗнле тӗлӗнмелле япала вӑл, ӑнлантарса парӑр-ха мана? Хӑйне валли копи хӑвармасӑр пӗртен-пӗр алҫырӑвне янӑшӑн пит те кулянчӗ вӑл. — Ҫак сӑмахсене калама та хӑрушӑ — ҫав тери чаплӑ вӗсем… Мучи кӑмӑлсӑр пулса вӑрӑммӑн шӑхӑрса ячӗ те крыльца умӗнчен пуринчен малтан пӑрӑнса утрӗ. — Мӗнле мӗн тума? Эпӗ тӑрӑшсах кӗнекесем вулама пуҫларӑм, вӗсене тупаттӑм та кашни каҫах тенӗ пек вулаттӑм. Епле-ха ҫакӑн чухлӗ ӗҫлесе илнипех ҫемьене ҫӗклеме пултарӑпӑр? Хӑйне минутсерен килсе ҫапас хӑрушлӑх пирки вӑл асне те илмерӗ, вӑл кунта таврӑннине юлташӗсем кӑна мар, тӑшманӗсем те пӗлсе тӑнине нимӗн те сисмерӗ-ха, пӗтӗм шӑпи те ҫак ыйтуран кӑна тытӑнса тӑрать-ҫке: хӑшӗсем маларах ҫитӗҫ-ши — тусӗсем-ши, тӑшманӗсем-ши? Апла шухӑшламан пулсан, Костькӑшӑн тӗпӗртетсе илесси те пулман пулӗччӗ-ҫке. Мӗнле каларӑн эсӗ? — тесе мӑкӑртатма тытӑнчӗҫ. Петербурга унӑн арӑмӗ патне телеграмма, пилӗк ҫӗр фунт ярса патӑм. Аз-иатсем… — Пурччӗ пулас. Ҫавӑнтах вӗсен хушшинче пӳрт стенинчен е йывӑҫ тураттинчен ҫакса янӑ мӗскӗн жид е монах ӳчӗ, ҫурт-йӗрпе пӗрле вутра ҫунаканскер, хура тӗслӗн курӑнса каять. Пыйтӑн та ҫиес-ӗҫес килет, манӑн та. Вут тавра ӗнерхи пек шавлани-калаҫни илтӗнмерӗ ӗнтӗ. Эпӗ рея ҫинче йӑвари пек ларатӑп, ман айра залив шывӗ. «Ӗҫ тӑвас пулать, урӑх нимӗн те мар! — ӗнентернӗ вӑл хӑйне хӑй. Унпала хӑйсен тӑванӗпе сывпуллашнӑ пек сывпуллашрӗҫ. Тайӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Манӑн чӗре чул пулса каять те, ӑна вара ҫӗнӗрен нимӗн те ӑшӑтаймасть. Пӗр сӑмахпа каласан, манӑн кровать патӗнче манӑн арчана ухтарса тӑракан Ромашка ҫине никам та пӑхмасть. Ҫапах та, Павел ертсе пырас ӗҫрен официально пӑрӑнчӗ пулин те, вӑл килни коллективӑн пӗтӗм ӗҫӗнче палӑра пуҫларӗ. Наталья Савишна шӑллӗ хӑйне халалласа хӑварнине илме килсен, аппӑшӗнчен мӗнпур пек пурлӑх та, ассигнацисемпе шутлас-тӑк, ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх ҫеҫ юлнине курнӑ та ҫакна ӗненесшӗн те пулман, пуян кил-ҫуртра утмӑл ҫул пурӑннӑ карчӑк, пур япалана та хӑй аллинче тытса, ӗмӗр тӑршшӗпех хыткукарланса, кашни лӑстӑкшӑн чӗтресе пурӑнса, ним те хӑвармасса пултараймасть, тенӗ вӑл. Вӑл кулса ячӗ. — Суять, — пӑшӑлтатрӗ Сизов. — Ка-ка! — тесе кӑшкӑрнӑ Иван Иваныч. — Ка-ка-как! Ҫак пӑлханса кайнӑ пысӑк ушкӑна нимӗнле дисциплина та чарма пултараймасть, вӗсене пӑлхар халӑхне ҫаратас та вӗлерес тенӗ туйӑм ҫеҫ хӗтӗртсе хавхалантарса тӑрать. Леденев ӑна лӑплантарма тӑрӑшать. Хам та сире ӑнланман — эсир те мана ӑнланман», — тесе ответлерӗ ӑна хирӗҫ Анна Сергеевна, вара: «Хама хам та ӑнланман эпӗ», тесе шухӑшласа илчӗ. Ансӑрланса пыракан юханшыв сӑрт ҫинчен аннӑ пекех кӗрлесе юхать. Мичо тупӑ ҫине чавсипе тӗренчӗ, тупӑ кӗпҫин якатнӑ енне темӗн чӗркелеме тытӑнчӗ. Болгарие кайсан, ашшӗ пурлӑхӗнчен сыхланса юлнӑ вак-тӗвексене пуҫтарса килнӗ тата аппӑшӗ ӑна пулӑшать; анчах кусем пурте ниме те тӑмаҫҫӗ… Ют негрсем Джима тӗл пулсан, ҫӑварӗсене карса пӑрахсах, темӗнле тӗлӗнтермӗш ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Граждан вӑрҫин яланах ҫавнашкал хатӗр меслет пулмалла. Ҫавӑнтах хӗп-хӗрлӗ хӗрсе кайнӑ койкӑн урисем эрешмен урисем пек чаркаланса тӑраҫҫӗ. Румынипе танлаштарсан, Трансильвани капӑрах мар, анчах тулӑхрах. Ку ҫеҫ мар, ӑна хупӑрланӑ вӑрттӑнлӑхӑн хӑпшӗр ореолӗ те, эсреметӗн тӗшмӗшле репутацийӗ те, вӑрман чӑтлӑхӗнчи, шурлӑх хушшинчи пурнӑҫ та, уйрӑммӑнах вара — хӑй вӑйне шанни, хама каланӑ нумай мар сӑмахӗсенченех яр-уҫҫӑн курӑнса тӑракан ҫак мӑнаҫлӑ шанӑҫлӑх та илӗртнӗ мана ҫаплах Олеся патне. Юлашкинчен вӗсем хӑйсен умӗнче пысӑк мар тимӗр алӑк пуррине курчӗҫ. Любишкин пултараймастех пулмалла. — Ҫук, унран та начартарах… — Темӗнле Самуйлиха… Мануйлиха пуласчӗ-и… е… Чимӗр-ха… Темле Мануйлиха хӗрӗччӗ-и?.. Пир-авӑр тӗртекен ҫӗртен картишне тухсан, вӑл ҫапах та ыйтрӗ-ыйтрех: — Ну, мӗнле? — Эсир виҫӗ утӑм тӑвичченех, — хирӗҫлерӗ американец пуҫне сулкаласа, — пӗтӗм кӗтӳ тапса сикет. Ла-айӑх лаша! Пырсан-пырсан Андрей хӑй утнинчен хӑй тӗлӗнет: мӗнле-ха вӑл апла, хӑш-пӗр чух ура айӗнче ҫӗр пуррине те лайӑххӑн туймастӑн. Ҫийӗнчи кофтин лутӑрканнӑ ҫаннине васкавлӑн тӳрлетсе, вӑл амӑшӗнчен ҫилленнӗ пек ыйтрӗ: — Сире мӗн кирлӗ? — Мӗншӗн тесен эсӗ йытӑ пек пурӑнатӑн. Кашни кунах хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ тӗлӗнсе пытӑм эпӗ: Олеся — вӑрман хушшинче ӳснӗ, вулама та пӗлмен ҫак хӗрупраҫ — пурнӑҫӑн нумай-нумай самантӗнче сисӗмлӗ сӑпайлӑхпа та хӑйне уйрӑм, виҫеллӗ пахматлӑхпа (ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ вӑл) палӑрса тӑрать. Викентий тияккӑнӑн пӳлӗмӗ те ҫакӑнтан инҫе мар. Ӑна паллатӑп эпӗ, мӗншӗн тесен вӑл мана пӗрре кӑна мар хӑлхаран туртнӑ… Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнчи ҫав тӗревсене киркапа ватма тытӑнни ытла та хӑрушӑ ӗҫ пулнӑ-ҫке! Юрдан вара хӑех урам варринчен башибузуксене кӑшкӑрса тӑнӑ: «Перӗр! Мӗн тӑрмашса тӑратӑр тата? Анчах та эпӗ вырӑнтан хускалмарӑм. Мӗн тата ку? Унӑн иртнӗ ҫулта ҫамрӑк салтак ҫакӑнса вилчӗ… Килте ун пек кунсенче Наталья салхуллӑн пӗшкӗнсе, чӗмсӗррӗн ҫӳренӗ; вӑл ятлаҫнӑ пулсан авантарах пулнӑ пулӗччӗ, вара ӑна хӑйне те ятлама пулатчӗ. — Эпӗ сирӗн шутпа аристократка-и-мӗн? — Ӑна ашшӗ итлесшӗн пулман, ҫавӑнпа та шарламан вӑл… — астутарнӑ Тарас. Калаҫусем, ыйтусем пуҫланса кайрӗҫ; Аркадий ытларах калаҫрӗ, уйрӑммӑнах ҫурҫӗр иртсен те чылайччен пынӑ каҫхи апат хушшинче нумай калаҫрӗҫ. Николай Петрович халь кӑна Мускавран илсе килнӗ темиҫе бутылка портер пама хушрӗ; хӑй ҫав тери хӗрсе кайнипе питҫӑмартийӗсем Хӑмла ҫырли тӗслӗ пулса кайрӗҫ; вӑл вара пӗрмай — те ачалла, те вӗчӗленсе кулса ларчӗ. Унтан тепре кӑшкӑрчӗ: — Пире пӑхӑнтарас тесен! — терӗ те ҫӗрелле татӑлса анчӗ. Мӗншӗн эпӗ кунта?» Лешӗ ӑна пурпӗрех ӑнланчӗ. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӗсем гостиницӑн сулхӑн енчи пӗтӗм тавралла лайӑх курӑнакан террасси ҫине ларчӗҫ. Ах, ҫак лачакаран тухасчӗ пирӗн!.. Ҫук ҫав ӗнтӗ, тулли шыв пире тытса чарать! Вӑл стена ҫине таянчӗ те йывӑр та сывмар, час-часах татӑлакан ыйха кайрӗ. Тӗлӗкре вӑл тӑван Липинцине курчӗ, Ясек конюхӑн юррине илтрӗ: Мӗнле пани эсӗ? Хӗрарӑмсене курсан, вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ; анчах пӗри вӗсенчен, пысӑк пӳллӗ, вӑкӑрӑнни пекех тачка мӑйлӑ, вӑкӑрӑнни пекех тӑртаннӑ куҫлӑскер, хӑйӗн юлташӗсенчен уйрӑлчӗ, майсӑррӑн пуҫне тайса, сулланкаласа, хӑранипе юпа пек хытса тӑракан Анна Васильевна патне ҫывхарчӗ. — Санӑн та пирӗнпе пӗрле каймаллаччӗ, Том? — тесе ҫавӑрма пуҫларӗ вӑл ӑна. — Синьора Болла? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Пӑван. Пурте вӗсем ҫаплах каларӗҫ. «Ирттерсе ярас марччӗ!» шутларӗ Лукашка; ҫав самантрах вара, уйӑхӑн шупка ҫутинче, ӑна пӗрене умӗнче тутар пуҫӗ мӗлтлетни курӑнса кайрӗ. Вӑл пирӗн патра килнӗччӗ. Вӑл пурне те ывӑна пӗлмесӗр вӑрҫать! — Ҫапла, — терӗ Гарри Грант, — хӗн-хур хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ виҫӗ мӗскӗншӗн ку вырӑн ҫӑтмахри пекех вара. Анчах эпӗ Мария-Терезия вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан океанри пӗчӗк ҫӗр татӑкӗ кӑна пулнишӗн, вӑл ҫимӗҫсемлӗ пысӑк утрав пулманнишӗн, юханшыв вырӑнне шырлан ҫеҫ, порт вырӑнне пӗчӗк бухта ҫеҫ пулнишӗн шеллетӗп. — Мӗншӗн ман ӗҫес мар? Вӑл хыткан кӑна ача, пуҫӗ пӑтавкка пек, кушакӑнни пек сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем ниҫталлисӗр арпашса та тӑраткаланса тӑраҫҫӗ. Чӗлпӗрӗ ҫӗртенех сӗтӗрӗнсе пыратчӗ, ӑна ярса тытма та йывӑрах пулмарӗ. Хытах пӑлхатса хумхатакан сисӗмпе тулнӑ пулин те, эпӗ хамӑн шухӑша ҫак ӑнсӑртран куҫ умне лекнӗ ҫынсем ҫине куҫартӑм. Ҫырӑвӗ типӗрех, ӗҫлӗ ҫыру пулнӑ. — Унра мар ҫав! — терӗ ун хыҫҫӑн кил хуҫи, куҫ харшине кичеммӗн пӗрсе. Ӗлӗк мустанг кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ тискер прерире пысӑк хуласем ӳссе ларнӑ. — Банка ҫапса пӑхӑр-ха, Михаил Семеныч! — терӗ ӑна банк тытаканни: — май мар нумай укҫа илсе килтӗр пулӗ-ха. Вӑл вара мана каллех чӑн-чӑн юратса чӗпӗтсе илчӗ. Ах, илемлӗскер! Паян куртӑм эпӗ ӑна… Эпӗ сана ҫуратнӑ, эпех сана вӗлеретӗп!» терӗ Тарас, унтан пӗр утӑм каялла чакса, хулпуҫҫирен пӑшалне вӗҫертрӗ. Хамӑн пурнӑҫра ҫакӑн пек чун хурса ӗҫленине эпӗ урӑх астӑваймастӑп. — Эпӗ ыйтрӑм-ҫке, сасартӑк вӑл мана итлерӗ пулсан?.. Ӑна пӑхса пурӑнакан тӑван аппӑшӗ ӑна нимле те итлеттереймест, вӑт вара мана та унпа асапланма тивет. Анчах вылямалли зала кайӑр-ха, ҫынсен пит-куҫне пӑхӑр. Вӑл ҫулпа Анна Сергеевнӑпа Базаров пыраҫҫӗ, Катяпа Аркадий вӗсене курӑнмаҫҫӗ, анчах кашни сӑмаха, кӗпе варкӑшнине, сывланине те илтеҫҫӗ. Анчах калама ҫӑмӑл. Автор король майрин карликӗпе тавлашни. Турӑпа Итали… Вӑл Дворцовӑй урамри пысӑк та тӗксӗм ҫурта кӗнӗ чухне, ун пуҫӗ ҫине ҫумӑр тумламӗсем ӳкрӗҫ. Пусма ҫинче ӑна Джули тарҫи кӗтсе илчӗ, вӑл лайӑх тумланнӑ, лӑпкӑ тата яланхи пек усал кӑмӑллӑ пулсан та, ҫепӗҫ чӗлхеллӗ пулма тӑрӑшакан ҫын. Вара кашнинчех, ачан пичӗсем ҫинче темӗнле шиклӗх палӑра пуҫласанах, тӗрлӗ тӗлӗнтермӗш сасӑсене амӑшӗ ӑна хӑй ӑнлантарса паратчӗ. Усламҫӑсем вӗсен мускулӗсене хыпашларӗҫ, пур енчен те пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, лашапа сутӑ тӑвакан улшуҫсем пек, шӑлӗсене тӗрӗслерӗҫ. Ирӗклӗ штата пырсанах вӑл чи малтан укҫа пухма тытӑнать имӗш, пӗр цент та уссӑр салатмасть, укҫа пухса ҫитерсенех арӑмне фермӑран тӳлесе кӑларать; (арӑмӗ Уотсон мисс пурӑнакан ҫӗрте, фермӑра ӗҫлет) унтан вӗсем иккӗшӗ пӗрле ӗҫлесе укҫа пухаҫҫӗ те икӗ ачине тӳлесе илеҫҫӗ, енчен хуҫи вӗсене сутма килӗшмесен, вӑл пӗр-пӗр аболициониста ӳкӗте кӗртет те, лешӗ ачасене вӑрласа тухать. — Ҫи, пӗчӗк улпут! — Эпӗ санран эсӗ ху мӗнле политикӑна кӑмӑллани ҫинчен ыйтатӑп. Ҫӑмхана хӑйпӑтса илнӗ май йӑл-йӑл кулса, Давыдов ачасем ҫине пӑхрӗ: вӗсем шурӑ, сарӑ, хура пуҫӗсене парта ҫине пӗшкӗртнӗ, анчах хӗвелпе пиҫнипе тӗксӗмленнӗ пӗр ал та саспалли ҫырмасть… Эпӗ ним пирки те шантарса каласшӑн мар. Тепӗр самант ҫеҫ кирлӗ, челнок ӳпӗнме те пултарать. Ҫапла-и? Кам сӳнтерӗ вӑл юратӑва? — Хаклӑ Роберт! — терӗ ҫамрӑк хӗр ҫемҫен. Анчах та акӑ пичче юлташӗ, студент, хаваслӑ йӗкӗт, ыр ҫын тенӗскер, урӑхла каласан, пире ӗҫме тата картла выляма вӗрентекен пӳтсӗр этем, пӗр ӗҫкӗ хыҫҫӑн пире ҫавӑнта кайма сӗнчӗ. Ҫапла, Алансона ҫити ҫӳрет. Ак сана каторжник! Залра ылтӑнпа тӗрленӗ мундир тӑхӑннӑ темиҫе генерал кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Вӑл ӑна тытса чуптума та хатӗр пек туйӑнчӗ. «Володя» тени шӑлнӗн кӑмӑлне ҫемҫетрӗ: унӑн пиччӗшӗпе калаҫса пӑхас килчӗ, пиччӗшӗ хӑй Володяна кӳрентерни ҫинчен шухӑшламан та. Креспино ӑна тивертеймерӗ. Халӗ, ҫӳлерех ҫӗкленсен, вӑл унӑн питӗ пысӑкланса та хуралса кайнӑ куҫӗсене яр-уҫҫӑн курчӗ, е хӗсӗне-хӗсӗне ларчӗҫ вӗсем, е чарӑла-чарӑла сарӑлчӗҫ, ҫавна пула палланӑ-палламан пӗтӗм пичӗ унӑн тӗттӗмре тӗлӗнмелле илемлӗн улӑшӑнса тӑчӗ. Вара вӑл вӗсем умӗнче сӑмах калама тытӑннӑ: «Эпӗ хам та вырӑс, — тет, — эсир те вырӑс; эпӗ хамӑрӑнне, вырӑссенне пурне те юрататӑп… Ӗҫе тытӑн! Пике-хӗр, шуйттан! Ермолай ура ҫине тӑчӗ, сӑхсӑхса илчӗ те янк анчах ӗҫсе ячӗ.. Анчах ун пирки эпир ытла та нумай тавлашнӑ, ҫӗнӗрен сӑмах хускатас мар. «Паллах, — тенӗ вара хӑй ӑшӗнче Макҫӑм, — музыка та пит хӑватлӑ вӑй, унпа ушкӑнсен чӗрисене те алла илме пулать. Марья Ивановна тӑнӑ та хисеплӗн тав тунӑ ӑна. Ҫӗр каҫма ҫав тери пысӑк, шур чечеклӗ, ешӗл симӗс ҫулҫӑллӑ баобаб айӗнче чарӑнчӗҫ. — Ну, чыхмалли пур-и? — кӗтсе илнӗ вӑл Фомана, хӑйӗн ҫивӗч сӑмсине турткаласа. Распискӑсене эпӗ каялла тавӑрса памастӑп, вӗсем ман ҫумра мар, штабра. Сасартӑк ҫӳҫне-пуҫне арпаштарнӑ, тумтирне вӗҫертсе янӑ Алексей чупса пырса кӗчӗ те сиккелесе чакӑлтатма тытӑнчӗ: — Мӗн тӑватӑн-ха эс, ӑссӑр ҫын? Вӑл пурин ҫинчен те, пурин ҫинчен те асӑнчӗ: ҫак чиркӳ ҫинчен, унӑн пӗчӗк ачисем ҫинчен, хулари ытти чиркӳсем ҫинчен, хула ҫинчен, пӗчӗк округ ҫинчен, пӗтӗм штат ҫинчен, штатри чиновниксем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсем ҫинчен, Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи чиркӳсем ҫинчен, конгресс ҫинчен, президент ҫинчен, министрсем ҫинчен, тинӗс ҫинче хаяр ҫил-тӑвӑлсем курса ҫӳрекен мӗскӗн ҫынсем ҫинчен, Европӑри монархистсен тата Хӗвелтухӑҫӗнчи деспотсен пусмӑрӗ айӗнче йынӑшса пурӑнакан темиҫе миллион чура ҫинчен, евангелири чӑнлӑх ҫутипе ҫутта тухнӑ ҫынсем ҫинчен, курмашкӑн куҫӗсем ҫук, илтмешкӗн хӑлхисем ҫук ҫынсем ҫинчен, инҫетри тинӗс утравӗсем ҫинчи тӗне кӗмен ҫынсем ҫинчен, — ҫакна пурне те вара пачӑшкӑ акӑ ҫапла хытӑ кӗлтуса вӗҫлерӗ: «Эпӗ халӗ калас сӑмахсем ҫӳлти турӑ умне ҫитчӗр, аван тӑпра ҫине ӳкнӗ тырӑ пӗрчи евӗрлӗ пулса, вӗсем хӑйсен вӑхӑтӗнче питӗ пысӑк тухӑҫ паччӑр! Ҫын! Хӑй вӑл ҫара пуҫ, аллинчи туйипе урисене шакка-шакка илет. — Ҫӳҫе йӗркелес пулать, — терӗ Марья Николаевна. — Тупнӑ тата! — йӗрӗнерех каласа хучӗ вӑл. Федя — хӗвелпе пиҫнӗ, ҫаврака пуҫлӑ, ҫӳллӗ ҫамки урлах каҫакан ҫӗвӗллӗ йӗкӗт, — пуҫне чӳречерен кӑларса, юлакансене: ан пӑшӑрханӑр, эпӗ сывлӑшра фрицсемпе чунтанах калаҫӑп, тупӑсенчен персе ӑшӑ сӑмах калӑп, тесе кӑшкӑрчӗ. Том тата тепӗр хут хӑтланса пӑхрӗ, иккӗмӗш хут, виҫҫӗмӗш хут, юлашкинчен унӑн май килчӗ: шарикӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен пӗр фут хушшинче кӑна выртаҫҫӗ. Коммунистла аслӑ шкулӑн бюро ларӑвӗнче унӑн хӑйӗн тахҫанхи тусӗпе — Жаркийпе те уйӑрӑлмалла пулчӗ. Ахтунг! Вӑл чӑннипех типтерлӗ, кӑвак тӗслӗ пасар пирӗнчен ҫӗленӗ ҫухипе хырӑмӗ ҫине йӑлтӑркка ука лартнӑ сӑхман тӑхӑннӑ. Ниҫтан та пырса кӗме май ҫук лапамсем ҫинче ишӗлсе аннӑ маориецсен авалхи крепоҫӗсем курӑнаҫҫӗ. — Тухса тарнӑранпах. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн вӑрӑ-хурахсен пӗтӗм шайкки хӑйӑрлӑ ӑшӑх вырӑн патнелле тимӗршапа ҫӑмартисене шырама утрӗ. Анчах, сирӗнпе мар. Ҫак йӑхсем хальхи вӑхӑтсенче, унччен Буэнос-Айрес провинцинче куҫса ҫӳренӗ евӗрлех, пампассен тӑрӑхӗпе куҫса ҫӳреҫҫӗ. Ҫитменнине тата сучӗ те пулнӑ, тӗрӗс суд. Темиҫе те илтнӗ эпӗ «Вальдек» капитанӗ ҫакӑн ҫинчен каланине. — Эсӗ хӑв вара? Чӑтлӑх ӑшӗнчен тухсанах, йытӑ вӗрме пӑрахрӗ. Ҫӑварне карса пӑрахса, вӑл ӗнтӗ хӑраса чакма пуҫланӑ койотсем патнелле ыткӑнчӗ. Пӗр самантрах пӗр койочӗ ун шӑлӗсем хушшине кӗрсе те ӳкрӗ. Судьян тутисем сӑмси айне ҫыпӑҫӑнсах тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа унӑн сӑмси ҫӳлти тутине мӗн чухлӗ шӑршлас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ шӑршлама пултарать. — Чим-ха! — тесе кулса ячӗ вӑл. Сад варринче икӗ хутлӑ хӑлтӑр-халтӑр сарай пур, ҫав сарай тӑрринче пӗчӗк ҫеҫ хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет. — Эпир унтан ыйтрӑмӑр, анчах ним те лайӑххӑн пӗлеймерӗмӗр. Вӑрмана тата шалалла, кӑваккӑн курӑнакан тӗттӗм ҫӗрелле кӗрсе каятпӑр. Ҫав тӗттӗме хӗвелӗн ылттӑн тӗслӗ ҫутӑ пайӑркисем каскаласа пӗтернӗ. «Кам чӗнет мана?» терӗ вӑл юлашкинчен. — Женя, аллисемпе хӑлаҫланса илсе, чунтанах хушса хучӗ: — Ну, аппа, аппа, аппа! Сирӗн шутпа вӗсем, маттурсем, тӗрӗс-и? Лутрарахскер, ырхан та ҫинҫескер, кӗскетсе кастарнӑ сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗскер, вӑл учительница пек те мар, ҫитӗнсе ҫитмен хӗр евӗрлӗ. Хулпуҫҫийӗсене кӑшт ҫеҫ хускатса илсе, Ярцева вӑл мӗнпур вӑйӗпе сулахай питҫӑмартинчен янклаттарса ячӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ манӑн ҫак экспедицийӗн йӗрӗсене ҫав тери тупас килет. Вӗсем Горевӑна сырса илчӗҫ те ӑна ыйтусем пама тапратрӗҫ. — Икӗ уйӑх та вунпӗр кун. Вӑхӑта эпир утрав пуҫлӑхӗн ҫуртӗнче ытларах ирттерсе, каҫпа хулари хваттерте ҫывӑртӑмӑр. Вӑрманти шӑплӑхпа чаплӑлӑх тата пӗчченлӗх туйӑмӗ хуллен-хулленех ачасене пусса пычӗ. Нимӗн те пулса иртмен пек ӗнтӗ, пухӑнчӗҫ те ҫынсем калаҫкаларӗҫ, ҫавӑ кӑна, анчах вӗсене ҫакӑ та ҫитмен иккен; вӗсен пӗр-пӗр ҫыннӑн хулпуҫҫийӗнчен тытса, хӑйсем ҫине кам та пулин ырӑ кӑмӑлпа пӑхнине туйса илмелле пулнӑ, ҫакӑ та вӗсене ура ҫинче ҫирӗпрех тӑма пулӑшнӑ пулӗччӗ. Проституткӑсем, ӑна ӑсран тухса кайнӑ ҫын тесе, унтан хӑратчӗҫ, ҫапах та, хӗрхеннипе, унӑн алӑкӗ патне ҫӑкӑр, чей, сахӑр пырса хуратчӗҫ. Ҫӳле хӑпарса кайнӑ пӗлӗтсем ҫинче электричество хумӗсен ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнмелле выляса тӑраҫҫӗ; пӗлӗтсен аяларахри сийӗсем тӗксӗм хурарах курӑнаҫҫӗ, час-часах уйӑрӑлса кайнӑ икӗ сийлӗ пӗлӗт хушшинчен ҫап-ҫутӑ пайӑрка та шӑтарса тухать. Манӑн шапасем текех кӑсӑхтармаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсене. Ҫапла распоряженисем пачӗ кошевой, пурте ӑна пилӗк таран пуҫ тайрӗҫ те, ҫӗлӗкӗсене тӑхӑнмасӑрах хӑйсен лавӗсемпе таборӗсем патне саланчӗҫ, ҫӗлӗкӗсене чылай аякка кайсан тин тӑхӑнчӗҫ. — Санӑн ман партийнӑй звание хисепленипе кӑна та пулин парӑнмаллаччӗ хуть! Ҫавӑн пек кӑмӑл пулни Артур сӑн-питӗнчен палӑрчӗ пулас, мӗншӗн тесен полковник ҫавӑнтах урӑх сасӑпа:— Ларӑр, мистер Бертон, шыв ӗҫсе ярӑр, — эсир пит хумханатӑр курӑнать, — терӗ. Чӑм шыва ӳкнӗ ҫын ун ҫине сиксе ларчӗ те пӑхӑрпа тӑхлантан шӑратса тунӑ аҫтахан мӑйне йӑлмакласа илчӗ. — Анчах ку летчиксем ҫинчен, танкистсем ҫинчен эпӗ кун пек лайӑх юрӑ пӗлместӗп. Кимӗ варринчи типӗ упа сарри ҫинче тыткӑна илнӗ вунӑ европеец лараҫҫӗ. Темиҫе теҫетке ҫилленсе ҫитнӗ сасӑ хирӗҫ ответлесе илчӗ: — Хӗрхенмелле мар! Гленарван ун ҫывӑхне пычӗ. — Аташрӑр-им? — тесе ыйтрӗ вӑл. Марьяна картаран тухрӗ, нимӗн пулман пекех тройка ҫине пӑхса илчӗ те, пуҫ тайса, пӳрте кӗрсе кайрӗ. Хам каласа панисем ӗненмелле пултӑр тесе, эпӗ хуҫа умӗнчех тумтирсене хывса кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлтӑм. — Ун ҫинчен эпӗ хам та шухӑшларӑм, — терӗ вӑл лӑпкӑн. Акӑ эсӗ художник пуласшӑн тетӗн-ха. Любишкин, йӗнерӗ ҫинче ҫаврӑнса, сулмаклӑ хӑмӑр чышкине пӳрнисем юхӑнса ларичченех хытӑ чӑмӑртаса тытрӗ те юнаса хӑварчӗ. Улпутӑн пичӗ вӗрсе хӑпартнӑ хӗрлӗ хӑмпӑ пек курӑннӑ; мӑйӑхӗ те, сухалӗ те пулман ун, вӑл пӗтӗмӗшпех арҫынла тумланнӑ хӗрарӑм пек пулнӑ… Эсӗ тӳррипе кала, мӗскер шухӑшлатӑн ман ҫинчен? — Вӑл, шухӑша кайса, ҫапла хушса хучӗ: «пирӗнни пек вӑхӑтра хӗрхенни вӑл тӑшмана сутӑнни пулма пултарать». — Мухтав святой Патрике, пирӗн ҫамрӑк хуҫа пӑч-пӑч чӑпар кӗсрене тытнӑ-тытнах! Пур ҫӗрте те тап-таса, пӗтӗмпех тӗслӗ тӑмпа шӑлса тухнӑ. — Мӗн эс пӗрехмай аллупа пӗр вырӑна тӗртетӗн? — тесе кӑшкӑрать курпун Любим, сивӗ тытнӑ чухнехи пек чӗтресе. Ҫак йывӑр та вӑйсӑр ҫын иккӗмӗш кунӗнчех пуринпе те паллашрӗ, тата, Степан Иванович ун ҫинчен кайран каланӑ пек каласан, «кашни ҫын валли уйрӑм уҫӑ тупма» пултарчӗ. Ах, каллех ҫак хура куҫлӑ сарӑ хӗр! — мӗкӗрсе ячӗ те вӑл сасартӑк, ҫиелтен чернослив ҫырлисем хунӑ вир пӑтти тарелкине аяккалла тӗртрӗ. Тӗрӗслесе пӗтерсен, Павел Рита патне таврӑнчӗ. Эсир хӑвӑрпа пӗрле ҫурма ҫын ҫеҫ илсе килнӗ — акӑ вӑл, Бак Гаркнес, вӑл сире хӗтӗртсе тӑман пулсан, эсир кӑшт шавланипех саланса каяттӑрччӗ. Анчах ҫапах та хӑраса, темле шанчӑксӑр, ют ҫын ӗҫне тунӑ пек ӗҫлерӗҫ. Эпир эстакада ҫине тухса лартӑмӑр. Ҫӗнтерме пултарайман йывӑрлӑхсемпе мухтаннӑ пекех Корытовӑн сӑн-пичӗ салхуланса кайрӗ. — Сирӗн ҫынсем пурте сан пек кӑмӑллӑ-и? — иронипе ыйтрӗ Воропаев. — Эпир халӗ ҫӗнӗ турӑ ячӗпе — ҫутӑпа чӑнлӑх турри, ӑс-тӑнпа ырлӑх турри ячӗпе тухрӑмӑр! «Мӗн шутласа кӑларнӑ-ха вӗсем? — Ыран вырсарникун. — Вара мӗн? Аппа ӑнсӑртран ҫӗрӗ ӳкерчӗ, юри мар, эпӗ ӑна йывӑҫ хӑвӑлне пытартӑм, вара, вара… Ҫак хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача ҫӗрре вӑрласшӑн пулчӗ. Ҫӗрле темле ухмахла тӗлӗксем курӑнаҫҫӗ, ӗлӗк ун пек тӗлӗксем ӗмӗрте те тӗлленмен, кӑнтӑрла усал ҫине усал ҫум ҫакки пек ҫыхланать… Пӗр-пӗр пӑхма пынӑ ҫын суд залӗнчен урамалла тухсанах, Том сӗмсӗрленсех кашни сӑмахах итлеме тӑрӑшрӗ, анчах хыпарӗсем хурланмалласкерсем пулчӗҫ: мӗскӗн Поттер суд йӗркин танати ӑшне хытӑрах та хытӑрах кӗрсе ҫыхӑнса пычӗ. Мӗншӗн кулатӑн? Пӑлхавҫӑсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ, вӗсенчен пӗри ак ҫакӑн пек каласа хучӗ: — Пире ҫак япала нимӗн тума та кирлӗ мар. Ҫур сехетрен эпир хӑвӑлӑн стени ҫинче ҫирӗпленсе ларнӑ пӗр пысӑк чул патне анса ҫитрӗмӗр. Чечекре ларакан юкка хӳтлӗхне пытанса, Луиза Джеральд мӗн тунине йӑлтах хытӑ сӑнаса тӑнӑ. Эпӗ экзамен параймастӑп Юлашкинчен пӗрремӗш экзамен — дифференциалсемпе интегралсен экзаменӗ ҫитрӗ, эпӗ ҫаплах-ха, темле тӗлӗнмелле тӗтре ӑшӗнчен тухаймарӑм, хама мӗн кӗтнине те уҫҫӑн ӑнкарма пултараймарӑм. — Мӗн сӳпӗлтетен, Шериф-ага? Пижон! — Эккей, епле эсӗ! — Пӗлетӗп сире эп. Вӑл питех те интереслӗ. Кил таврашӗнче кӑштӑртаткаласа ҫӳрекелет-ха та, пӗрер ҫухрӑм пек аяккарах илсе кай-ха ӑна — вилсе те выртӗ. Княгиньӑпа калаҫма та, хӗрне пӗр-пӗр комплимент калама та ӗлкӗрнӗ пулас; лешӗ, ан хӑра, ҫынсене уйӑрма пӗлсех каймасть пулӗ те, Грушницкий пуҫ тайнине хирӗҫ ытла ӑшшӑн кулкаласа илет. Вӗҫе-вӗҫе ҫывхаракан марсиансен кӑвакрах та кӗренрех, кирпӗч тӗслӗ сӑн-питӗнче — чарусӑр ҫӗкленӳлӗх, хӑпартлану, сехӗрленӳ. Манӑн аттем, халӗ вилнӗскер (тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах унӑн!), тӗрӗс те хӗрӳллӗ ҫынччӗ, вӑл чӑтаймарӗ, — камӑн ӗнтӗ хӑйӗн пурлӑхне ҫухатас килет-ха? — суда пачӗ. — Ҫирӗм виҫӗ сехет те аллӑ пилӗк минут, — ответлерӗ вӑл. Ҫапла вара, эпир ӗҫ тумасӑрах саланса кайрӑмӑр. Тата вара! — Куратӑп-и эпӗ, кураймастӑп-и? — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна, — ку вӑл ӗҫ патне пырса та вӑрӑнмасть. — Хӑлхасӑр пулса лартӑн-им? Эсӗ кукурузӑран тунӑ йӳҫҫине ӗмсе пӗтернӗ — ҫавӑ ҫеҫ. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен лӑпкӑн калама пултараймастӑп. — Кайма пултаратӑр, господинсем, — терӗ вӑл ҫав-ҫавах хуллентереххӗн, анчах ҫирӗп сасӑпа. Анчах, шӑлнӗ ун ҫине ҫав тери хавассӑн, ҫав тери ыркӑмӑлпа пӑхнӑ май, вӑл ӑна хирӗҫ ӑшшӑн кулса илмесӗр чӑтма пултараймарӗ. Унӑн хуҫи гуигнгнм ӑна ҫак ӗҫре пулӑшать. Ку таранччен ӑна телей хӳтӗлесе пычӗ-ха, анчах телей яланлӑха пымасть. Кӑнтӑр тӗлӗнче, колхозниксем апат ҫиме тата канма таврӑннӑ чух, ялта лавка уҫатчӗҫ. Кондрат шӑнса хытнӑ ҫӗре чылайччен пешнепе таккарӗ, сырлӑх юписем лартма шӑтӑксем чаврӗ. Автор виҫҫӗмӗш хут ҫул ҫӳреме тухса каять. Ӑна алӑ ҫине ҫӗклесе: «Ах, хӗрӗм, мӑнтарӑн! — терӗм, — каҫар мана, турӑ, ватӑ Джима, вӑл хӑйне нихӑҫан та каҫармӗ!» — Хаклӑ Гленарван, — терӗ Гленарвана хирӗҫ Паганель, — калӑр мана пӗр пытармасӑр: эпӗ сирӗн пата ҫакланиччен Мадерӑра чарӑнмалла пулнӑ-и сирӗн? Йытӑ, борт ҫумӗнчен хӑпса, чалӑш палубӑна алӑкӗ уҫӑ выртакан пысӑк люк патне кайрӗ, пӗрре пуҫне люка чиксе, тепре килнисем еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса вӗрчӗ. Уэлдон миссис, Нэн, ялан лӑпкӑ Бенедикт пичче те, штирборт хӗррине таянса, путакан карапа курасшӑн тинкерсе пӑхрӗҫ. — Эпӗ сиртен ҫакӑн ҫинчен ыйтман, — терӗ те Елена вырӑнӗнчен тӑчӗ. Инсаровпа паллашнӑ хыҫҫӑн часах Елена (пиллӗкмӗш е улттӑмӗш хут ӗнтӗ) дневник ҫырса пыма тытӑнса пӑхрӗ. Ман алӑсем ҫунтараҫҫӗ, сураҫҫӗ, такам алӑ шӑммисене тӑпӑлтарса кӑларма хӑтланнӑ пек ыратать. Пӑхатӑп та хайхи — ҫӗрлехи хура юханшыв тӑрӑх ванчӑк пӑрахут шӑвать. — Ҫапла: акӑ эпӗ сан патӑнта 1855 ҫулта тухнӑ «Сывлӑх тусне» куратӑп, — асӑрхаттарчӗ Базаров. — Ашшӗ ячӗпе мӗнле? Кӑна та пӗлмелле. Ӑна тискер чӗр чунсемпе вӗҫен кайӑксен кӑнттам ӳкерчӗкӗсемпе тӑватӑ енчен те капӑрлатнӑ. Ҫӳлте — ҫывӑракан марсиан сӑнӗ, — унӑн пӗр алли пуҫне ытамланӑ, тепӗр аллипе вӑл уллӑна кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанӑ. Тем пек кайӗччӗ вӑл дьяк патне, ун ҫинчен те кун ҫинчен калаҫса ларӗччӗ; халь ӗнтӗ унта, паллах, пурте пуҫтарӑннӑ: голова та, мӑн саспа юрлаканни те, тикӗт юхтаракан Мӗкӗте те унтах пулма кирлӗ. Мӗкӗте кашни ик эрнерех тенӗ пек Полтавӑна тикӗт сутма кайса ҫӳрет, шӳт тума пит ӑста вара, вӑл калама тытӑнсан, ял ҫыннисем вар-хырӑмӗсене тытсах кулаҫҫӗ. Калиныч хӑйӗн улпучӗ умӗнче чура пулса тӑрать. Лось каллех реостатсене хута ячӗ. — Пурте кунта, Фигура кӑна ҫук, — терӗ вӑл. — Эсӗ каллех ҫывӑрса каятӑн ак, Николенька, — тет мана анне, — ҫӳле хӑпарса выртасчӗ сан. Тата пӗтӗмпе каласан, вӗсем ытти ҫынсенчен лайӑхрах, праҫник чухнехи манерлӗ пурӑнатчӗҫ. — Халӗ манӑн суйласа илмелле-и? Вӗсем мӗн пирки хӑтланнине тавҫӑрса илесси йывӑр мар: терраса ҫине сасартӑк сиксе тухнӑ ҫав ача пирки пӑшӑрханаҫҫӗ ӗнтӗ. Сурансем ҫав тери хытӑ ырататчӗҫ, анчах, калас пулать, мана, пӗчӗкренпех ачаша вӗреннӗскере, тӳсме питех те хӗнччӗ. Вӑл та, ҫакнашкал, эпосла этем. — Куратӑр-и! — тесе ячӗ Роберт, хавасланса. Огнянова хӑй аптраса ӳкменни хальхинче те ҫӑлса хӑварчӗ. Чиркӳре эпӗ кӗл тумастӑм, — кукамайӑн турри умӗнче кукаҫейӗн ҫилленчӗк кӗллисене тата макӑрмалла йышши псаломсене калама лайӑх марччӗ; мана кӑмӑла кайман пекех, вӑл кукамайӑн туррине те кӑмӑла каяс ҫук тесе шутлаттӑм эпӗ, ҫитменнине тата вӗсене кӗнекесем ҫине те ҫаптарнӑ, — эппин турӑ вӗсене, хут пӗлекен ҫынсем пурте пӗлнӗ пекех, пӗлсе астуса тӑрать ӗнтӗ. — Кинемей, манӑн укҫа ҫук, — терӗ Елена, — акӑ мӗне те пулин юрӑхлӑ пулӗ. Халӑх пӑшӑлтатма тытӑнчӗ. — Аван ача, — килӗшрӗ Андрей. — Исай Горбовӑн пуҫне тататӑп эпӗ, — курӑн! Анчах манӑн та мар. Авӑ вӑл, вӑрлӑхӗ, кӗлетрех выртать. Ытакланса илтӗмӗр те унтан вара вӑл Катя патне пычӗ, ун аллине тытса чӑмӑртарӗ. Флинт ҫыннисем ӑҫта? — Машинист та ҫӗнӗ… — Ҫ-ҫапла ҫав, сирӗн преосвященство. Мана мӗнпе те пулсан юраймасан, ҫӗрле унпа арӑма юнатӑп, кӑнтӑрла унпа шӑл хушшине чакалатӑп, ырӑ ҫынсен пуҫне ҫавӑратӑп. Индеецсем ҫак турӑ ҫурҫӗрте пурӑнать, хӗлле кӑнтӑралла хӑйпе сивӗ тата тӑмансем илсе килет, тесе ӗненнӗ. — Эпӗ сире ӑнланатӑп тата сирӗнпе пӗтӗмпех килӗшетӗп. Вӑл паллӑ ӗнтӗ, турӑ кӗнекинче те ҫаплах каланӑ: халӑх сӑмахӗ — турӑ сӑмахӗ, тенӗ. — Эсӗ-и ку? — тӗлӗнчӗ Женя. Иккӗленсе тӑма юрамасть. — Эпӗ пӗлӗт ҫине апчӑхху тӑвас килсен кӑна пӑхатӑп, — мӑкӑртатрӗ Базаров, унтан Аркадие ҫурма сасӑпа: шел, чӑрмантарчӗ, терӗ. Паян губком ҫӗнӗ решени йышӑнчӗ: ҫулӑн малтанхи черетне, вӑрман касма пуҫланӑ тӗле ҫитиччен, 1922 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗччен туса пӗтермелле. «Батькона та. Ҫак картина Фома пуҫне ҫирӗппӗн сӑнланса ларнӑ, вӑл чӗрӗ пек, уҫӑлнӑҫем уҫӑлса, пысӑкланнӑҫем пысӑкланса пынӑ, кӑкӑра, темӗнле, каласа пама пӗлми туйӑм вырнаҫтарнӑ; ҫак туйӑма, аслӑ ҫырмана пӗчӗк шывсем юхса кӗнӗ пек, сехӗрленӳ те, тарӑху та, шеллени те, ҫилленни те, унтан тата ытти те кӗрсе пӗрлешнӗ. Хӑйӗн ача чухнехи тӗксӗм те йывӑр пурнӑҫне аса илмерӗ-ши вӑл ҫак минутсенче? Халех кай, ҫак минутӑрах, хуна тивмен ҫӗре ан хутшӑн! — Санӑн ҫакӑн пек: пушмак туянас килетех пулсан, ӑна тума йывӑрах мар. Часах пропка та курӑнчӗ, вӑл тинӗс шывӗпе питех нумай пӑсӑлнӑ. Анчах йытӑ пек шӑнса кӳтсен ӑҫтан шухӑшлан-ха? Эпӗ урасемпе тапӑртатса, пите, хӑлхасене алӑсемпе хуплакаласа кӑна тӑтӑм! Пансионра вӑл музыкӑна вӗреннӗ, романсем вуланӑ, кайран ҫаксене пурне те пӑрахнӑ та — тумланма тытӑннӑ, ӑна та пӑрахнӑ; хӗрне пӑхса ҫитӗнтерес ӗҫе тытӑнса пӑхнӑ, ҫак ӗҫре те халсӑрланса, ӑна гувернантка аллине панӑ; юлашкинчен вара хуйхӑрма та шӑппӑн пӑшӑрханма тытӑннӑ. Кӑшт ҫеҫ мӗн те пулин пулчӗ — арӑмӗ ҫавӑнтах: «Эпӗ сана пӑрахса каятӑп», — тет. Ман ыйтӑва хирӗҫ ответ пулмарӗ. Мана виҫӗ кун кирлӗ пулать. Аслисенчен пӗрин пысӑк вигвамӗнче, ҫемҫе тирсем ҫинче, ачасем — Синопӑн юлташӗсем ларнӑ. — Э… э… эсӗ пире ун ҫинчен каласа парӑн-и, Киш? — тенӗ каярахпа Клош-Кван чӗтреннӗ сассипе. — Эпӗ… — Аха! Темиҫе минутран мана ӑн килсе кӗчӗ, пахчаҫӑ мана няня патне сывӑ, тӗрӗс халлӗн йӑтса кайрӗ. Хӑшпӗрисем вӗсенчен сюртуксӑр, галстуксӑр, жилетсӑррисем те пур; вӗсем bis тесе ҫав тери чарусӑррӑн кӑшкӑрнипе Анна Васильевна хӑвӑртрах кулӗ тепӗр енне ишме хушрӗ. Пуш-пушӑ! Лӑпкӑ каҫсенче инҫетрен тупӑсем кӗмсӗртетни илтӗнет. Таҫта, аякрах та мар, ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ. Чечеке ларнӑ улмуҫҫисенчен, ҫӗрлехи чечексенчен ытарайми тутлӑ шӑршӑ сарӑлать. Ҫапах та эпир хамӑрӑн мӗн тумаллине ҫӳтсе яврӑмӑр: пирӗн каллех сулӑ ҫине ларса анаталла ишмелле, унтан пӗр-пӗр кимӗ туянса, каялла ишсе хӑпармалла. — Тӗрӗсех. Чартков хӑйӗн пӳлӗмне пӗччен питӗрӗнсе ларчӗ те унта никама та кӗртме хушмарӗ, ӗҫе пуҫӑнчӗ. Кӑна ӗнтӗ кирек мӗн тесен те ҫутҫанталӑк мар. Чӑн та ӗнтӗ, вӑл сирӗн аҫу тӑванӗн ывӑлне — Кассие кураймастчӗ. Анчах ӑна юратаканни кам пур-ши? Разметнов кӑмӑлласах килӗшрӗ: — Чӑнах та ҫапла пек! Ку ҫав тери йӗркесӗр япала! Е-е! Ман хуҫа чи пысӑк урамра, король ҫуртӗнчен инҫех мар чарӑнчӗ те ман ҫинчен тата ман тӗлӗнмелле хастарсем ҫинчен тӗплӗ ҫырса афишӑсем ҫаптарса тухрӗ. Тепӗр икӗ стени сахалтан та ҫӗр фут аялалла анакан авӑр хӗрринче тӑраҫҫӗ. — Ирхинех. Мировольский залран санатори начальникӗпе, хай пекех опытлӑ ҫар врачӗпе пӗрле алӑран алӑ тытса тухрӗ. Ҫынсем ҫавнашкал тунӑ, пӗрре те хальхи пек мар: хальхи ҫамрӑксен пӗтӗм йӑпанчӑкӗ те — хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчес те хуппине сурса кӑларасси анчах, — йӗрӗнчӗклӗн вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне старик, хальхи казаксем епле хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе хуппине мӗнле сурнине витлесе кӑтартса. Паян юнкун. Вӑл ҫав вилнӗ ҫынсене чӗнсе илме, мана вӗсемпе калаҫмашкӑн ирӗк пама пулчӗ. Малалла, малалла! Темиҫе ҫӗр утӑм сарлакӑш хушша бизонсен кӗтӗвӗ чупса кӗнӗ. Вӗсем ҫынсен ҫумӗнченех иртсе кайнӑ, вӗсен ҫав тери ялтӑртатакан хура куҫӗсене те курма пулнӑ. — Кашкӑр паллӑ тунӑ сурӑха та йӑтса каять. — Хӑй пуҫне ҫӑлас тесе, пӑрахса тарчӗ. Сквайр, эсир вут чӗртнӗ фитиле курсанах, пире систерӗр, эпир вара кимме тепӗр еннелле яратпӑр, — терӗ вӑл. Акӑ Гусев тимӗр мӑлатукпа ҫапнине илтет пек, — металӑн пӗр ҫемӗллӗ кисренӗвӗ, ирхи шӑплӑхра уҫӑмлӑскер. — Стайки сербсен ҫитерме хупнӑ сысна ҫури пек, лешӗ вара — мадьярсен ӑйӑрӗ пек, — шӳтлерӗ тепри. Хӑвар мана… пӑрахӑр мана пурте, мӗншӗн тесен, юрату вырӑнне эпӗ хам енчен асап кӑна тавӑрса пама пултаратӑп… Вӑл темиҫе сехет хушши пӗр вӑранмасӑр ҫывӑрчӗ. Эпир каллех пӗр-пӗрин аллине хытӑ чӑмӑртарӑмӑр. Вӑл питӗ асӑрханса, майӗпен сӑмсине ӗлӗкхи вырӑнне лартрӗ. Мӗншӗнне вӑл хӑй те каласа параймасть. — Эсир хӑвӑрӑн аннӗре курасшӑнччӗ вӗт-ха? Ҫак кун палатӑри ҫынсем пурте хаваслӑн пӑлханчӗҫ. — Ну, тата сана, — тенӗ Фома. Гретхен мана кашни кунах пиччен хаклӑ чулӗсене йӗркелесе вӗсем ҫине хут таткисем ҫырса ҫыпӑҫтарма пулӑшать; — Пултармасӑр, пултаратӑп. Вӑл пурнӑҫпа вӗресе тӑнӑран тата ҫав тери хаваслӑ, ҫамрӑк, телейлӗ пулнӑран, ҫав телей пайӑркисем таврари мӗнпур ҫынсем ҫине саланчӗҫ, вӗсене те ирӗксӗртенех телее туйса тӑракан турӗҫ. Окопсенче пӑтрашӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫавӑнтах тата: — Санпа пӗрле ҫав тери аван! — Эсӗ те, Аксель ман пекех ан ҫи те, ан ҫывӑр та, — тет ман пичче. Камӑн ӗҫӗ пултӑр-ха тата ку, ама йытӑ ҫуратса янӑскер, эсӗ? Эпӗ пӗлетӗп — ҫыр хӗрринче ҫав эмел курӑкӗ нумай. Эсир каялла кӗрсе, ӑна лӑплантарӑр. Эпӗ кайса пӑхап-ха. — Унта… мӗн унта? «Мӗн пулнӑ кунта — нимӗн те ӑнланмастӑп. Вӑл тӑхтамаллаччӗ тенипе пӗр хирӗҫлемесӗрех килӗшрӗ. Вӑл мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ пуррине повӑртан, юнгӑран тата капитанран хӑйӗнчен те ыйта-ыйта пӗлчӗ. Акӑ мӗн пулнӑ иккен унта. Азамат хӑйӗн ҫурӑк бешмечӗпе чупса кӗнӗ те, имӗш, Казбич мана чиксе пӑрахма тӑчӗ, тенӗ пулать. — Кун пек — юрамасть! «Ҫапла, ҫапла, тӗрӗс!» пӗр харӑс тенӗ пек кӑшкӑрса ячӗҫ йӗкӗтсем. Юргин та ларчӗ. Урайӗнче ҫӳпӗ-ҫапӑпа ҫӗтӗк-ҫурӑк куписем выртатчӗҫ те кӗтесре йывӑҫ кравать кӑшкарӗ ларатчӗ… Анчах халӗ вӑл пачах урӑхла шухӑшланӑ. Эпӗ… Капендюхин вӑл — сайра ҫеҫ тӗл пулакан боец, ӗҫ ӑнманни ҫынна ҫилентерет ӗнтӗ, эпир чухлатпӑр! Эсӗ ирхине аннӳне кала: каҫхине вӑл килтен ниҫта та ан кайтӑр, эпӗ сирӗн пата хӗвел аннӑ ҫӗре кӗретӗп, калаҫу пулать, эсӗ килте пул. Сывӑ пул, пепкеҫӗм! Мучисем нимӗн те чӗнмерӗҫ. Пӗтӗмпех, пӗтӗмпех ӗнентертӗмӗр эпир. Вӑл хытӑрах утма пуҫланӑ та часах сӑрт патне ҫитнӗ. Такши ӑна хулпуҫҫийӗнчен пырса тытрӗ. Сире, Андрюша, — пуринчен те ытларах!.. Андрей ун патне пычӗ те:— Тавтапуҫ! — терӗ. Юлашки ҫӳреврен Англие таврӑннӑ ҫӗре ҫак выльӑхсен кӗтӗвӗ чылай пысӑкланса кайнӑччӗ, нимрен ытла сурӑхӗсем ӗрчесе кайнӑччӗ. Вӗсен ҫӑмӗ пит вӗтӗ пирки ку сурӑхсем пустав промышленноҫне пысӑк усӑ парассине шанса тӑратӑп. Вӗсене ача чухне хӑҫан та пулин курнине астумастӑп эпӗ, — шухӑшларӗ Давыдов. Листовка Ярцев аллинче чӗтреме пуҫларӗ. Каҫ пуласпа ҫынсем малалла ҫав тери хӗнпе утрӗҫ. — Акӑ, эпир пыракан «Шотланди» ҫинченех. Давыдов, ун ҫине хӑяккӑн пӑхса, тытӑнарах:— Йӑнӑшрӑм, — тӗрӗ. Ун ури вӗҫӗнче ковер ҫинче выртакан лапсӑркка шотландка йытӑ, Джемма алӑка шаккасан, пуҫне ҫӗклерӗ те хӑрӑлтатса илчӗ. Алӑк патне васкаса пырса, Пӑван хӑнана саламласа пуҫ тайрӗ. Ҫӗр ҫӑтасшӗ! Мӗн тӑвас-ха манӑн санпа, ташӑҫ, э? Эпир пурте хӗҫпӑшаллӑ, вӗсене пӗр вунӑ минут тытса чарӑпӑр. Кукшарах прокурор ура ҫине тӑчӗ те, хӑрах аллипе конторкӑран тытса, цифрӑсем асӑнса, хӑвӑрт калаҫрӗ. Калаҫса килӗшмесӗрех вӗсем, иккӗш те пӗр вӑрттӑн шухӑш тытса, каллех, «Туслӑх» патӗнчен иртме май пултӑр тесе юриех чылай тавра ҫулпала кайрӗҫ. Тӳпери хура пӑнчӑсем ҫывхарсах, пысӑклансах пыраҫҫӗ, ҫӗр-ҫӗр марсиан вӗсене хирӗҫ вӗҫет: ҫунатлӑ кимӗпе, йӗнерпе, парусин кайӑкпа, парашютлӑ карҫинккапа. Тӗпчесе хӑтланасси пит нумая тӑсӑлса пынӑ, анчах ӗҫӗ сул патнех ҫитмен, — арестантсемпе вӗсене пӑхаканӗ лайӑх кӑмӑллӑ куккана ҫав историрен хӑтарса кӑларма пултарнӑ. — Мӗнле — мӗнле сиен? — тарӑхса кайрӗ Ҫӑрттан. Пушӑ классене васкамасӑр та хуҫалла пӑха-пӑха тухса, Давыдов юлашки пӳлӗмӗн кӑштах уҫнӑ алӑкӗнчен пӗр вунна яхӑн ача курчӗ; вӗсем вырӑнтан сиктернӗ малти парттӑсем хушшинче ирӗклӗн лараҫҫӗ, вӗсен умӗнче — ҫамрӑк учительница тӑрать. Церерӑн йӗри-таврашӗ 2 500 километра яхӑн; ун тавра ҫаврӑнса килес пулсан, чылай ҫӳремелле пулать. Таврӑнчӗ те, диван ҫине усӑнса анчӗ, аллисене пуҫ айне хучӗ те, мачча ҫине ӗмӗт татӑлнӑ пек пӑха пуҫларӗ. Вӑл каллех выртрӗ, мӗнле те пулин шухӑшлас марччӗ тесе выртрӗ. Анчах нимӗн чӗнмесӗр ларни те темӗнле лайӑх мар пекле пулса тухрӗ. Вӑт ҫакӑ ҫеҫ. Эпӗ ирхи апатчен кӗтмерӗм, темшӗн ҫиес килмерӗ. Пурнӑҫа таса тытакан юрату-и вӑл? Ҫапах та хӑрушӑ пулнӑ-ха. Хӗвелӗн хӗп-хӗрлӗ пайӑркисем, леш енчи чӑнкӑ сӑрт ҫийӗпе шуса иртсе, хулари ҫурт тӑррисемпе хусканмасӑр тӑракан йывӑҫсене ылтӑн тӗспе витрӗҫ, чӳрече кантӑкӗсем ҫинче юн евӗрлӗ ҫутӑлса йӑлтӑртатрӗҫ. Ей, акӑш-макӑш тамаша пуҫланса кайнӑ вара-а-а! Халӗ эпӗ ҫав пекӗ манӑн хамӑн иккенне, ӑна эпӗ вилнӗ ҫын ҫинелле пӗшкӗннӗ чух ҫухатса хӑварнине кӑтартса парӑттӑм. — Тӗрӗс, ҫавӑн. Дяденко Володяна пӗрмаях мӗнпе те пулин кӑмӑл тума тӑрӑшать, ҫав ху-шӑрах вӑл ӑна Севастопольри тупӑсене пӗрне те правило тӑрӑх вырнаҫтарса лартман тесе ӗнентерет. Кӗрхи салхуллӑ кунсенче, хӗвеле курма мар, ӑна туймасӑр ун ҫинчен манса кайнӑ чухне, — кӗрхи кунсенче темиҫе хут та вӑрманта аташса ҫӳреме тӳр килетчӗ. — Та-ак! Эпӗ ун патне ыткӑнтӑм. Епле пурте мӗскӗн те йӗрӗнчӗк эсир маншӑн! А эсир манран, пӑлхавҫӑн хура ялавне ҫӗклеместӗн-и эс, тесе ыйтатӑр. Анчах унталла-кунталла пӑхса илчӗ те, сасартӑк ҫул ҫинче хӑяккӑн выртакан, тӗрлӗ пайӗсене тахҫанах кӑларса илсе пӗтернӗ грузовик йӑсӑрланса, хӑвӑрт ҫунма тытӑннине курчӗ… Эсир — нумай пӗлекен ҫын, кӗнеке наукинчен те иртсе кайнӑ, мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ малашне? Айртон чарӑнчӗ, яланхи пекех аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗ тытса, лӑпкӑн кӗтме пуҫларӗ. Ку ыйтӑва тӗплӗн шухӑшласа пӑхмалла. — Кунта пире малалла ӑҫтан каймаллине кӑтартса парӗҫ. — Вӑл кунта-и, театрта-и? — Купецсем мӗнле пурӑнни мана кӑмӑла каймасть, — тетӗп эпӗ. Унӑн ҫан-ҫурӑмӗ шӑнса ыратакан пулнӑ, пӗҫӗ таврашсем уҫӑлса кайса сивӗ ӗнерчӗк ҫумне сӗртӗнсе тата ытларах шӑннӑ, ал-урисем чӗтренӗ, сывлӑшӗ татӑкӑн-татӑкӑн кӑна тухнӑ. Пӑшӑлтатни илтӗнсе каять. Унтан шинель кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ, вара, крыльца патне унтан та кунтан пухӑнма ӗлкӗрнӗ ҫынсем пурте хӑй ҫине тӗлӗнсе пӑхнине курсан, кӑн-кӑвак та шӗвӗр мӑйӑхне чӗтретсе илсе, ҫиленсех кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Ну, мӗн пӑхатӑр ман ҫине? Ман тарҫӑсем эпӗ ӗне ашне, пирӗн патра тӑри урине ҫинӗ пек, шӑмми-качкипех шатӑртаттарса ҫинине курсан, шалт тӗлӗнсе кайрӗҫ. Ытамӗпе ҫирӗмшер фута ҫитекен эквалиптсен тикӗс вуллисем ҫӳлелле ҫӗр аллӑ фут таран хӑпарса каяҫҫӗ. вӗсен ҫурта пек тӳрӗ те тикӗс вуллине пӗр турат та, пӗр мӑкӑль та пӑсса тӑмасть. — Разведчик-и? Тетка, музыкӑна тӳсме пултарайманнипе, пукан ҫинче кансӗррӗн хускалнӑ та уласа янӑ. Анчах ҫак шухӑшсем ӑна — ни Тарас ҫине кӳрентермен, ни Люба пирки симпати кӳмен. Турра улӑштарас пулать, амӑшӗ, тасатас пулать унӑн чунне! — Халӗ эсир?.. Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ тар чирӗпе чирлесе пӑрахнӑ; ӑна С… хулине илсе кайса вырттарнӑ, ун вырӑнне вӑхӑтлӑха урӑх пуҫлӑх лартнӑ. Ха, вывескӑна епле пӑснӑ… Ну, тетӗп, вӗсем унта нумаййӑн пулаҫҫӗ, май тупӑнсан, пӗрне те пулин персе пӑрахатех. Ун чухне ҫапла каланӑ: патша хресченсене ирӗке кӑларнӑшӑн ҫӗр улпучӗсем тарӑхнӑ, ӑна тавӑрас тесе, вӗсем патшана вӗлериччен те хӑйсен ҫӳҫӗсене касмастпӑр тесе сӑмах панӑ пулать, ҫавӑншӑн вӗсене социалистсем тесе ят панӑ. Гарви валли ҫыру ҫырса хӑварчӗ ҫапах та. Унта вӑл хӑйӗн укҫине ӑҫта пытарнине тата ытти пурлӑхне мӗнле пайламаллине каланӑ, Джордж хӗрачисен пурнӑҫӗ нихӑш енчен те хӗсӗк ан пултӑр тенӗ вӑл — Джордж хӑй вӗсем валли нимӗнле пурлӑх та хӑварайман. — Гро-Ален. Турра кӗл тӑвӑр маншӑн, турӑ сыхлатӑр сире! Ӗнен эс мана, — этем ҫӑтӑхсӑр пулма пултараймасть… Сарӑлнӑ-чарӑлнӑ куҫсем уҫӑмсӑр, кӑвакрах ӗлкесене уйӑрса илееҫҫӗ пек, анчах вылянчӑк ҫак пӑнчӑсем — сӗм тӗттӗмлӗх галлюцинацийӗ кӑна. Анчах кам тата епле ӑна систерме пултарнӑ-ха? — Вырӑс чӗлхи вара? — кӑмӑлшӑн ыйтрӗ Ромашов. — Ӳркенчӗклӗн аллине тӑсса, кӗсйинчен вӑл ручка туртса кӑларчӗ. Апат хыҫҫӑн вӗсем театра кайрӗҫ. Ун кӑкӑрӗпе хырӑмӗ ҫине мӗн ӳкернине ҫак кӑмӑллӑ, пӗр ҫылӑхсӑр хӗр курманни ҫеҫ ҫитмен тата. Ҫакӑнта тин ачасем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра нимӗнле сас-чӗвӗ те пулманнине асӑрхаса илнӗ, ҫак шӑплӑх ачасен чунне темӗнле пусаркӑҫпа пусса лартнӑ пекех пулнӑ. Пысӑк калушлӑ урисене аран-аран сӗтӗрсе, шоссепе васкамасӑр пынӑ май, Ромашов вӗҫӗмсӗрех ҫав асамлӑ пушар ҫине пӑхрӗ. «Ҫук, ку япалана капла хӑварма юрамасть», — шухӑшласа илтӗм эпӗ, вара каллех ҫав господин патне тухса, ӑна ҫав тери усал сӑмахсем калама, е, тен, май килес-тӗк, ӑна пуҫӗнчен ҫурта лартмалли ывӑспа ҫапма ҫирӗппӗн шут тытрӑм та ура ҫине тӑтӑм. Мана ирӗке кӑларса ярсан — эпӗ выҫӑ вилместӗп, эпӗ пӗтместӗп; мана пачпорт пар кӑна — эпӗ лайӑх оброк тӳлесе улпутсене те килӗшетӗп. Мӑшӑрланӑ шултра калибрлӑ пулемётӑн хура кӗпҫисем Стручков ҫинех пӑхса тӑнӑ, чӗрӗ чунлӑ япала пекех хускалкаланӑ. Пиртен кашниех мулран хӑйне тивӗҫлӗ пая илчӗ. Пӗрисем пуянлӑхпа ӑслӑн усӑ курчӗҫ, теприсем, хӑйсен кӑмӑлне кура вуҫех урӑхла хӑтланчӗҫ. Унӑн куҫӗсем Никитӑна кӑмӑла кайман, вӗсем унӑн сӑн-сӑпачӗшӗн ытла пысӑк, питех ҫивӗч пулнӑ тата ытлашши хӑвӑрт мӑчлатнӑ. Хура Урасем кунти бизонсене тытмалли вырӑна яланах бизонсене хуса кӗртсе вӗсене кӗтӗвӗпех вӗлернӗ, ҫапла майпа вара хӗл каҫма аш ҫителӗклӗ хатӗрлесе хунӑ. Епле тӳсме ҫук салху калаҫусем пулассине хамах туятӑп ӗнтӗ эпӗ! Шӑна аялалла анчӗ. «Ҫапла, — тет Сен-Жером, — анчах ытла ашкӑнатчӗ». Пурте вӗсем, — уйрӑмӑнах чи хӗрринчи, граната е мина вӑркӑнтарнипе хӑрах аякӗ ҫине тайӑлнӑ, тӑснӑ чӗлхе евӗрлӗ тупӑ кӗпҫине ҫӗрелле уснӑ танк темскерле хӑрушӑ чӗрчун вилли пек туйӑннӑ. — «Ун ҫӗрӗнче авал пӗр ҫын пурӑннӑ»… — пуҫласа янӑ Маякин хӑйӑлтатакан сасӑпа. Пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинчи диван ҫинче Любӑпа ҫуммӑн ларакан Фома, хреснашшӗ ку тӗлте пӑртак чарӑнса тӑрасса, унтан пысӑк кукшине аллипе лӑпкаса илессе лайӑх пӗлнӗ. Ку — чаплӑ. Иккӗшӗн те сӑнӗсем илемлӗ мар, тесе шутларӗ вӑл, болгарӑн — характерлӑ, скульптурӑллӑ сӑнар, акӑ вӑл халь лайӑх курӑнать, великорусӑн сӑнарӗ вара картина ҫинче ытларах килӗшмелле: йӗрсем ҫук, сӑн-пичӗ пур. Нимле сассӑр хавхалӑхпа ялкӑшса тинкернӗ хӑйсен хӑрушӑ хуҫи ҫине мӑчавӑрсем. Е эпир вилес-тӑвас пулсан, пирӗнпе пӗрле хамӑр тунӑ ӗҫ ан вилтӗр. Оленинпа та ҫаплах пулчӗ. Шут шӑрҫисем ҫинче ҫуралнӑ вӑл, ҫавсем ҫинчех вилет те. Эпӗ ӑна пӗлетӗп, мӗншӗн тесен вӑл турӑ лашана таканласшӑнччӗ, унӑн пӗр таканӗ хуҫӑлса кайнӑ. — Вӑт ҫапла тӑваҫҫӗ ӑна, тӑрантарса усраканӑм! — терӗ килнӗ ҫын шӳтлесе, стрепкене мӑнтӑр хул хуҫҫинчен лӑпкаса. — Манӑн кайма вӑхӑт, ытлашши нумай хӑналантӑм сан патӑнта, — терӗ вӑл, сӑвар тӗмӗ ҫинчен тӑрса. Вӑл хӑйӗн чӗлӗмне тапак тултарчӗ те туртма пуҫларӗ. Икӗ арҫын, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илсе, е тӗтӗме ҫӑтса, е сурас тесе, малалла пӗшкӗнсе чылайччен нимӗн чӗнмесӗр ларчӗҫ. Чӑннипе, Марья Николаевнӑна вӑл хутшӑнни питех кирлӗ те пулмарӗ. Карл Иваныч учитель 18… ҫулти августӑн 12-мӗшӗнче, эпӗ ҫуралнӑранпа вунӑ ҫул тултарнӑ ятпа ытарма ҫук лайӑх парнесем илнӗ хыҫҫӑн шӑпах виҫӗ кунтан, ирхине ҫичӗ сехетре Карл Иваныч, сахӑр хучӗ ҫыпӑҫтарнӑ патакӗпе шӑнана вӗлересшӗн пуҫӑм тӗлӗнчех шатлаттарса, мана ыйхӑран вӑратрӗ. Картишӗнче, крыльца умӗнче, ҫуна кӳлнӗ пар лаша района кайма хатӗрленнӗ Давыдова кӗтсе тӑрать. Ӑна Хихи тесе чӗннӗ. Вӑл вӗсенчен пӗрне, вӗҫкӗн тумланнӑ чылаях илемлӗ брюнета, чи лайӑх Париж акценчӗпе аякранах: Соmte, vous savez, il ne faut pas venir me voir — ni aujourd'hui ni demein» — тесе кӑшкӑрчӗ. — Юрать. Вара хӑй хӗрӳленсе кайнинчен ӑшӗнче кулса, лӑпкӑн:— Мӗн хӑямата васкатӑн эсӗ? — Ку пӗр-пӗр шкул ачи пулчӗ пулас, — терӗ вӑл ӗненмесӗр, куҫне-пуҫне чаркаласа. Вӑл тӗрӗс мар каланине пачах ӗнентерес тесе, эп ӑна кӑшт тайӑлса французла ответлерӗм: — Ne cratgnes rien, madame, je ne suis pos plus langerouch gne votre cavalier. Аллисене тапранма аван пултӑр тесе, хулпуҫҫисене ҫӗклесе пӑхнӑ, ҫиелтен чаппан тӑхӑннӑ та ҫӳлӗк ҫинчен алса илнӗ. — Тӗлӗнмелле, — терӗ вӑл, хӑмӑр куҫӗсемпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхса. Вӑл хуллен кулкаласа ҫапла анчах калатчӗ: — Санӑн ҫав ӗҫсемпе интересленме кирлӗ мар, вӑл пурте лайӑх мар, вӑл ҫылӑх! Илтетӗр-и? Ҫакӑн хыҫҫӑн тата темӗн чухлӗ вак-тӗвек ыйтусем татрӗҫ, вӗсем пирки канашласа пӑхрӗҫ. Пирӗн пӗтӗм ӑнӑҫсӑрлӑхсемпе кӑлтӑксем ҫинчен тӗплӗн каласа панӑ май вӑл ун умӗнче эпӗ нихҫан та асӑнман япаласем ҫинчен пӗлтерчӗ. Чӑнах та, хӑй тӗллӗн кӑна ҫак асаилӳ пит кӑмӑллӑ пулнӑ темеллех мар, мӗншӗн тесен куҫ умне тӳрех учительница, Клапс ятлӑ нимӗҫӗн ватӑ хӗрӗ, ҫав тери хытканскер, ҫав тери туйӑмсӑрскер, ҫитменнине ҫав тери ҫилленчӗкскер, тухса тӑрать. Халӗ вӑл ку ӗҫсене тытӑнмарӗ те. Эпир илнӗшӗн ан пӑшӑрхан эсӗ: выльӑха Шахты хулине хӑваласа кайӗҫ, пуснӑ выльӑха шахтерсем кӑп-капах ҫисе ярӗҫ. Сцена ҫывӑхнерех вырӑн йышӑнма вӑхӑт. Эпӗ сире малтанах 3-ш кадриле чӗнсе хуратӑп. Унта вара вӑл выртрӗ те выртрӗ, — пӗр ҫул хушши выртрӗ, икӗ ҫул, виҫӗ ҫул хушши выртрӗ. Пайтах хӗрсем ҫитӗнсе, качча кайрӗҫ, Миргородра ҫӗнӗ урам хутшӑнчӗ, судьян та пӗр кайри, икӗ малти шӑлӗ ӳкрӗ. Иван Ивановичӑн картишӗнче те ача-пӑчасем ӗлӗкхинчен йышлӑрах чупкалама пуҫларӗҫ (вӗсем ӑҫтан килсе тупӑннине турӑ кӑна пӗлет!). Сасартӑк Аркадий ман пата пычӗ те, кӗнекене алӑран пӗр чӗнмесӗр, ҫав тери хӗрхеннӗн, пӗчӗк ачаран туртса илнӗ пек хуллен илсе, ман ума урӑх кӗнеке, нимӗҫле ҫырнӑскере, хучӗ… — Сӑмах майӑн мистер Паттерсон, эсир «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайни ҫинчен илтмен-и? — тесе ыйтрӗ Элен. Амӑшӗ валашкана касса тӑкма хушнӑ, Ильяна ҫаптарса илнӗ, ҫав кунтан пуҫласа вӑл амӑшӗ ҫине, Таня ятлӑ икӗ ҫулхи йӑмӑкӗ ҫине пӑхнӑ пекех, курайман куҫпа пӑхма тытӑннӑ. Полка кайма тухнӑ офицер, — Козельцов поручик, ыттисем пек мар, уйрӑммӑнах расна офицер пулнӑ. — Эсир Итали ячӗпе ҫыхӑннӑ япаласене уйрӑмах хытӑ юрататӑр пулас? — Эсир ҫавӑн пек хитре каччӑ, пит лайӑх пӗлетӗр юрату ҫинчен, — тет хӗрарӑмӗ. — Du bist ein braver Bursche! — sagte mir mein Vater und küsste mich. — Мӗнле туя тата? — хыттӑн ыйтрӗ Нагульнов. Вӗсем ҫынсем шухӑшланинчен ытларах пурӑнаҫҫӗ тата нумайрах сарӑлнӑ. Ман ӑшӑмра усал шухӑшсем вӗресе хӑпарса каятчӗҫ: — Ҫынсем пурте — пӗр-пӗрне кӑмӑллӑ сӑмахсем калаҫҫӗ, йӑл кулаҫҫӗ пулсан та, пӗр-пӗриншӗн ют, ҫӗр ҫинче те пурте — ют; никам та ӑна хытӑ юратса, унпа ҫыхӑнса тӑмасть пулмалла. — Пысӑк хаваслӑхпах ҫывӑратӑп, — тавӑрчӗ Базаров. Ҫакна виҫӗ хут каларӗ вӑл, ҫав хушӑрах ман паталла сӗкӗнсе кӗчӗ те, эпӗ ӑна хулпуҫҫинчен тытса чарса тӑтӑм. Вӗсен калаҫӑвӗ Анфиса мӑнаккӑшӗ ҫитнипе татӑлнӑ.. Халӗ Ромашов хӑй ӑна хирӗҫ тӑма пултараяс ҫуккине, вӑйӗ ҫитмессине туйсах тӑчӗ, анчах вӑл унран текех хӑрамасть ӗнтӗ, ҫавӑнпа юлташӗн хулпуҫҫине кӑшт сисӗнмелле ҫеҫ сӗртӗнчӗ те:— Каҫарӑр мана… Анчах эпӗ ӑна ним те палӑртмарӑм, вара ҫапла уйрӑлса кайрӑмӑр. «Ну, эсӗ ҫавӑн пек ырӑ пулсан, халь ӑна хӑвна ҫыртма пар», йӗкӗлтесе астутарнӑ ӑна ашшӗ; анчах хӗрӗ ӑна итлемен. Яков Лукич кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем айӗн кулкаласа итлерӗ, хӑйӗннех ҫирӗплетсе ҫапла каларӗ: — Казаксем-и? Сӑмах-юмах пынӑ хушӑра Макҫӑм час та часах алӑк еннелле пӑха-пӑха илет. — Ҫук, Лу. Хӗр ӑнланса илчӗ: тӗрӗссине каласа кӑтартса, вӑл хӑй пулӑшас тенӗ ҫынна сиен кӑна турӗ иккен. — Эпӗ наукӑсӑрах хам вырӑнта пулӑп, — йӗкӗлтешсе тавӑрнӑ Фома. Эпӗ хам чуптума пуҫланӑранпа нумай хӗрарӑма чуптунӑ, анчах вӗсенчен пӗрне те ҫакӑн лек нумайччен те кӑмӑллӑн асра тытман. — Аван кӗнеке. Хупах хуҫи хунарне алӑк ҫине ҫыпӑҫтарса хунӑ пӗлтерӳ патне илсе пычӗ. Пӗлтерӗве, шултра саспаллисемпе пичетленине пула, юланутҫӑ ӑна лаши ҫинчен анмасӑрах вуласа тухрӗ: «Де-Лантенак маркиз хӑйӗн шӑллӗне, Говэн виконта, ҫакна пӗлтерме тивӗҫлӗ тесе шутлать: маркизӑн виконта тыткӑна илме май килсен, вӑл ӑна персе пӑрахма хушать». Вӑл йывӑҫсен хӳттине кӗрсе тӑрса, пуҫсӑр юланут ҫинелле прерири «утрав» хӗрринчен пӑхса тӑнӑ, ҫавӑнта пытанса ларнӑ ҫӗртен тухма шутламан та пулмалла. Ҫав Баннике вӗлерсе пӑрахманшӑн халичченех кулянса ҫӳретӗп. — Манпа сире, Павел Яковлевич, лекци вуласа пани питӗ кирлӗ. Ун умне пӗр ҫивӗч кӑна ватӑ хӗрарӑм пырса тухрӗ — ку ӗнтӗ вӗсен кӳрши, сӗт сутаканскер. Пултараятӑп пулсассӑн, эс ыйтнине, эс хушнине эпӗ пӗтӗмпех тӑвӑп. Унӑн ҫӗнӗ утти ҫеммипе утма тӑрӑшса, Умрихин хыпӑнсарах ыйтрӗ: — Мӗн ҫак эсӗ, Андрей? Тепӗр сехетрен доктор хӑйӗн экспедицийӗнчен тавӑрӑнчӗ. — Эпӗ те командир хӗрӗ. Эпӗ те йӗретӗп. Унӑн кукши, тӑнлавӗсем патӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпинелле кӗтесленсе хӑпарса, питне вӑрӑмлатса тӑнӑ. Вӑл анӑрашса илчӗ те унтан вара ман хыҫҫӑн алӑк патӗнчи пӳлӗмелле тапӑлтатса пырса, паҫӑрхи пекех, стенана шкап хушшине кӗрсе тӑчӗ. Володя ҫийӗнчех ӗҫе тытӑнчӗ, хӑй унчченхи пек ытла хӑрасах кайманнине, пуринчен ытла хӑй хӑравҫӑ пуласран шикленсех кайманнине асӑрхаса илсен вӑл тӗлӗнсе, савӑнса кайрӗ. — Йӗркесӗрлӗх сан пӗрре: эсӗ пухусенче ҫеҫ председатель, ахаль чухне вара — Островнов. Ҫак минутсенче Озеров капитанӑн чун-чӗри савӑнӑҫпа ҫӗкленчӗ, пӗтӗм чуна ялкӑштарса ҫутатакан савӑнӑҫ пулчӗ ку. Эпӗ унтан вӗретнӗ шыв ыйтрӑм та салӑпа та суханпа хӑна турӑм, Ленинградра салӑпа сухан та сайра хутра ҫеҫ тупӑнкалатчӗ-ха. Эпӗ сире пӗр ыйту пама килтӗм. Эпӗ каяс ҫук ӗнтӗ. Давыдов чылай вӑхӑт хушши йӗркеллӗн, ӑнланмалла ответсем пачӗ. Мӗнле пӑтӑрмах килсе тухрӗ-ха, чӑнах! «Ҫакӑнта асатте пулнӑ пулсан, ҫакӑнта епле чӗрчун хӑй йӗрне хӑварнине часах пӗлнӗ пулӗччӗ», шутланӑ ача. Ҫул хӗрринче эпӗ хурарах сукмака асӑрхарӑм, вӑл пӗр шит ытла ӳснӗ тӗксӗм симӗс ыраш калчи хушшинче кукӑр-макӑр тӑсӑлса выртать, ҫак сукмак мана темӗншӗн яла аса илтерчӗ, унтан, ял ҫинчен аса илни, шухӑшсен темӗнле ҫыхӑнӑвӗпе, мана Сонечкӑна тата эпӗ ӑна юратса пӑрахнине астутарчӗ. Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, мӗншӗн суяс манӑн сире! Эпӗ хама хушнӑ ӗҫе тума пултарнӑшӑн мӑнкӑмӑлланса киле чупса кайрӑм. Туземецсен какайӗ ҫук. Пӑхӑр-ха, пӑхӑр! Хамӑн йӑнӑша тӳрлетиччен эпӗ хама хам канлӗх тупас ҫук. Ман тӑшмансем кунтан инҫе мар. Халӑх хӑй шанчӑкне ҫухатнине кӑтартмарӗ, престола сирпӗтсе антарнишӗн салхуллӑрах хавасланни ҫеҫ палӑрчӗ. — Авӑ танксем! Халлӗхе вара basta cosi! — тесе хучӗ вӑл, Санин темскер хирӗҫ каласшӑн пулнине асӑрхаса. Кунта — пурте хамӑр ҫынсем… Нумаях хатӗрленмелле пулман: Зеб чӗлпӗре тытнӑ та хӑйӗн ватӑ кӗсрине аякран тӗртнӗ, кӗсри вара ҫавӑнтах ура ҫине тӑнӑ. Ҫав йывӑҫ ушкӑнӗ темиҫе акр йышӑнса ларать. Аран ӳкӗте кӗртрӗм вӗсене. Ҫил хӑшпӗр тӗлте пӗлӗтсене сирнӗ те, пӗлӗт хушӑкӗсенчен пӗрер-икшер ҫӑлтӑрлӑ сенкер тӳпе татӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ. Вӑхӑт пӗр сехет ҫурӑ. Вӑрманта, унта та кунта хыпса ӳкнӗ ҫын сассисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Вӑл ҫавӑнтах Том патне чупса кайнӑ та ӑна йӑлтах каласа кӑтартнӑ. Кӗлентӗр мастерскойӗнчен пуҫне пирӗн хуҫан тата кулач пӗҫермелли те пурччӗ; вӑл ҫав ҫуртрах, пирӗн шӑтӑкран стенапа кӑна уйрӑлса тӑратчӗ. Ҫут тӗнчене епле кӑларса янӑ, ҫавӑн пекех эпӗ, кунта ӗнтӗ ним те тӑваймӑн. Хӗрарӑм ӑна хирӗҫ:— Вӗсене шырама каятӑп, — терӗ. Ҫав тери хӑранипе унӑн пичӗ-куҫӗ алчӑраса кайрӗ. Виҫӗмкун вӑл манпа чылайччен халап ҫапса ларчӗ. Сыв пулӑр. Кавалеристсем ҫитсе тӑрсан, эпӗ вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне тутӑр ҫине хӑпартса ятӑм. Пурне те тишкӗрме, виҫсе пӑхма тытӑнаҫҫӗ те… Ҫапла ҫав, ачам! «сирӗнпе часах курнӑҫасса шанса тӑратӑп…» текен сӑмахӗсемпе мӗн ӗмӗрлӗхех тӗлӗнтерсе хӑварчӗ. — Ну, эсӗ мӗнле? — Вӑл мӗн тунӑ вара? — аптӑратма тытӑнчӗ хӗрарӑм. Суккӑр та ӳссе тӗрекленнӗ. Сирӗн хӑвӑртрах киле ҫитес килет пулӗ, манӑн та вӑхӑт питех ҫук, — эпӗ ҫаплах-ха сирӗн христианӑн йӑваш чӗрине ытла та пысӑк хурлӑх кӳнӗ ҫав ӑссӑр Болла ӗҫӗпе аппаланатӑп. Кун хыҫҫӑн Туклей капитанпа ун баркасӗ ҫинчи командӑна та ҫав шӑпах тухнӑ. Анне хушрӗ. «Кӗр, тет, Ванятка, кравать айне, итле, тен, вӑл хӑйне хӗнекенсен ятне пачӑшкӑна каласа парӗ». — Ав ҫавӑнта. — Мӗн вӑл эрех шӑрши? — ыйтупа ответлерӗ Широкогоров, Гаррисӑн тавлашӑва малалла тӑсма кӑмӑл ҫуккине кура, вӑл Светланӑна сӗтеле черккесенчен тасатма паллӑ пачӗ. Вара вӑтӑр харсӑр козак ҫийӗнчех ӑна илӗртсе пыма пулчӗҫ. Хм… Цанко тӗттӗм чӑлана Огнянов патне пырса кӗчӗ. Эпир буфетра чей ҫеҫ ӗҫрӗмӗр. — Мӗн ҫак эсӗ, батюшка? Кунтах тимӗрҫ вучахӗ ҫунать, — ӑна тепӗр ӗҫлевҫӗ вӗртерет. «Ӗненмерӗ вӑл мана!» шутласа илчӗ Санин… вара юнашар пӳлӗме кӗрсе кайрӗ те унта Леноре фраупа тӗл пулчӗ. Оленин вӗсемшӗн ӑнланмалла мар япала пек туйӑнчӗ. Хӑйсен ирӗкӗпе Германие каяс текенсем каллех тупӑнман. Кашласа ларакан вӑрманта йывӑҫсем ҫинчен тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем вӗҫрӗҫ. Эпӗ ӑна пӗлетӗп-им? Тусанланнӑ боецсен хулпуҫҫийӗсем хыҫӗнче плащ-палаткӑсем вӗлкӗшсе пыраҫҫӗ, вӗсем шалтӑркаса кайнӑ кузовсенче ларса, йӗри-тавра интересленсе пӑхаҫҫӗ. Мӗнле, хаклӑ колхозницӑсем, пирӗн сӗнӳпе килӗшетӗр-и эсир? Тепӗр тесен, кирек мӗнле музыка та хӑрушӑ. Синопӑна пӗчӗк тискер кайӑк питӗ кӑмӑла кайнӑ, ӑна вӑл аллине илсе кӑкӑрӗ ҫумне хӗстернӗ. Паллаймарӑн-и? Анчах мӗн тӑвас-ха? Хӑтланса пӑхас пулать. Вӑл этеме хисеплесе сума сӑвакан ыр кӑмӑллӑ ҫын пулчӗ. Мӗн пулнине вӑл тӑруках ӑнланса илчӗ. Мӗн пулӗ-ши санран? Ку таранччен мана турӑ чӑнах та пулӑшкаласа пыратчӗ, халӗ эпӗ ӑшӑхлӑха кӗрсех лартӑм. Ҫавӑнтах капланса выртакан устрицӑсене вӗсем тӑраничченех ҫирӗҫ. — Борт хыҫне йӑванса карӗ пулас! — тесе шутларӗ капитан. — Камсем? Хуйхӑрнипе чӗре хӗсӗнет. Вара… темиҫе ҫул хушши тем тӗрлӗ тӑрӑшса ӗҫленипе тупӑннӑ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ пуҫланса каять. Паллах, ытти чухне пулсан, вӑл ҫак ванса шыҫӑннӑ урисем ҫине тӑрас пирки шутламан та пулӗччӗ. Мана ун ҫинчен ӑна ҫывӑх пӗлекен пӗр… ҫын нумай каласа панӑ. Ӗнер ӑна сӑскӑ парнелесе пачӗҫ те, — халӗ вара вӑл пӗр лӗпӗшсене кӑна курать — вӗсем уншӑн пур ҫӗрте, пур ҫӗрте те вӗсем ҫинчен шухӑшлать. Ҫӗрӗн пӗрремӗш чӗтренӗвӗ ҫак вӑхӑтпа пӗр килет. Халл капитанпа Уэлдон миссис укҫине Дик Сэндран маларах Негоро ҫеҫ ярса илме пултарнӑ. Ҫаксенчен ӗнтӗ ҫыхӑ пухӑннӑ, мӗншӗн тесен улӑхмалли-анмалли пусмиех виҫӗ ҫӗр фут тӑрӑшшӗ пулать. Мана та йӑлӑхтарчӗ ҫак тӗттӗмлӗхре, ҫак виле шӑтӑкӗнче… Макҫӑм час-часах шӳтлесе илет, анчах вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, аякран иртсе каякан аслати сасси евӗр, чӗлӗм тӗтӗмӗ витӗр унӑн мӑкӑрти сасси илтӗнкелет. Хамӑн ӑшӑмра мӗн-мӗн шухӑшласа илнисене каласа пама этем чӗлхинче сӑмах та тупӑнас ҫук. Оленин вӑрӑмтунасенчен тарма та хатӗр; ӑна ӗнтӗ станицӑра ҫулла пурӑнма та май ҫук пек туйӑнма пуҫларӗ. — Сирӗн ҫак анархизм, скептицизм… Ах, кирлӗ марччӗ унпа ҫыхланма! Тухтӑр сыхланса кӑна итлеме тытӑнчӗ. Ҫавӑнпа кӑмӑла хуҫакан чӑнлӑх пирки иккӗленмелли ним те юлман. Сӑртлӑхсем хыҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен кӗл тӗслӗ кӑвакрах кӑтра пӗлӗт курӑнчӗ. Ҫаратса пӗтернӗ тата вут тӗртсе ҫунтарнӑ Хусана пырса кӗтӗм. Пӗтӗм ӗҫӗ — вӑхӑтра уйрӑлма, танатана татма пӗлменнинчен килет. Темле пӗр ача-пӑчасӑр пурӑнакан баронесса хӑй патне тӑлӑх ачана илетчӗ пулас та, ачи еврей иккенне вӑл пӗлмен те. Унӑн шурса ларнӑ, хыҫалалла ывтӑннӑ питне, унӑн уйӑх шевлисем ҫуттӑн вылянакан пысӑк хура куҫӗсене ҫывӑхранах тинкерсе пӑхрӑм эпӗ, — инҫех мар вайкӑнакан инкекӗн тӗтреллӗ сисчӗвӗ кӗтмен сивӗлӗхпе шӑвӑнса кӗчӗ вара ман чунӑ сасартӑк. Акӑ тата паян — ҫӗнӗ инкек, каллех тӑрмашмалла… Анчах Бенито шухӑшлани йӑнӑш пулнӑ. Сире кӗтеҫҫӗ. — Вӑтанас йӑлана пӑрах! Халех каятпӑр эпир! — тесе хучӗ. Ҫакан хыҫҫӑн вара полковник, малтанлӑха хӑйӗн буфетчик хӗрӗпе пулас туйӗ умӗн хулари лӑпкӑ пурӑнӑҫа пӑсас мар тесе тытӑнкаласа тӑнӑскер, Паляныця хӑратнине кура килӗшнӗ. Сиртен ыйтатӑп эпӗ, ырӑ хисепе тивӗҫлӗ господин Половцев. — Ха-ха! Хура Урасен йӑхӗ Икӗ Талисман юханшывӗн ҫыран айлӑмӗнче хӗл каҫнӑранпа темиҫе ҫул иртнӗ. Ир сивӗ те ҫиллӗ. Ҫӳлти ҫил шыв авӑрӗ пек пӗтӗрӗнсе ҫаврӑнать, йывӑррӑн усӑнса тӑракан ялава пӗр самантлӑха вӗлтӗр-вӗлтӗр ҫавӑркаласа илет те, вара ялав каллех варкӑшса ҫӗкленет, хӑйӗн вӗҫӗпе е хӗвеланӑҫнелле, е хӗвелтухӑҫнелле ӑнтӑлса, пӑлхавсен тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмӗпе ҫунса ялкӑшать, кӗрешӗве чӗнет… Эпӗ вара ҫынна ҫиекен этемсем ҫинчен унччен хам илтнисене пӗтӗмпех аса илтӗм, пулӑшӑва чӗнме хатӗрленсе тӑтӑм. Иккӗмӗш кун ҫырма урлӑ кӗпер хыватпӑр, манӑн вара пур ӗҫӗм те кӗпер ҫинче пуласси те хамӑр арестанткӑсене кайса курасси. Халл капитан, пакур вӗҫне вымпел ҫыхса, карапа ҫывхарма паллӑ пачӗ. Турра вӑл хӑйӗн арӑмӗнчен кая мар ӗненнӗ.) Юлашкинчен апат ҫитрӗ. — Мӗнле сӑмах? — ыйтрӗ Стефчов. Бенедикт пичче те ҫавӑн пек. Хӗрарӑм монастырӗ патӗнче кӗтӳ каять, ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ; лагерьтен ҫар музыкӗ илтӗнсе килет — пӑхӑр трубасем мӗкӗрсе янтӑраҫҫӗ. Унӑн ӑна хӑйпе пӗрле ҫеҫ пултарас килет, тинӗс шавне хӑйпе пӗрле итлеттерес килет. Мӗншӗн тесен этеме тӳссе пурӑннинчен, тул енчи условисен вӑйне пӑхӑнса пурӑннинчен ытла урӑх ним те ҫавӑн пек шутсӑрах пӑсса хума пултараймасть. — Вӗсем патне кайма кирек хӑҫан та вӑхӑт! — савӑнӑҫлӑн ответленӗ Ухтищев. Халӗ ман куҫ умӗнчен тасалӑр, хӑвӑрӑн ҫурма ҫыннӑра та илсе кайӑр! — Ҫапла каларӗ те вӑл, икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалне ҫӗклесе, курокне туртрӗ. Вӑл, ҫак темиҫе ҫӗр ҫын умӗнчи хӑйӗн питӗ пысӑк влаҫӗпе киленсе йӑпаннӑ тата ҫав киленӗҫ самантне тӑсма шут тытнӑ енӗр, юриех вӑрӑм тӑхтав турӗ, вара сасартӑк, тӑрмакланнипе йӑлт хӗремесленсе кайса, явӑна-явӑна тухнӑ мӑйри шӑнӑрсемпе, пӗтӗм кӑкӑрпалан ахӑрттарчӗ: — …ул!.. Пахчинче вара мӑкӑньпе купӑста е хӗвелҫаврӑнӑш кӑна мар, табак та ӳсет. Табакне вӑл кашни ҫулах икӗ йӑран акса тӑвать. Типӗ ҫанталӑкӑн паллисем ҫак кун унчченхинчен те ытларах палӑрчӗҫ, ҫурҫӗр ҫилӗ, пампассенчи чӑн-чӑн самум сывлӑшӗ шӑрӑх ҫанталӑка татах чӑтмалла мар пӑчӑхтарса ячӗ. Ҫавӑн пеккисене чипер теҫҫӗ-ши?.. — Вӑлах пулнӑ эппин ҫавӑ! Эс те ҫав, ҫук чун! — мӑкӑртатса илчӗ тӗлӗннӗ Миал. Чӗнмесӗр ларсан Лось чӗнчӗ: — Аэлита, каласа кӑтартсамӑр мана хӑвӑрӑн пӗлӗвӗр пирки. Назанский, хӑй шухӑшӗсемпе пӑлханса, кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗскер, шӑпланчӗ, сенкер куҫӗсем унӑн куҫҫульпе тулса ларчӗҫ те ялтӑрама пуҫларӗҫ. Ах, турӑ, турӑ, пӗтӗмпех сан ирӗкӳнтен килет… Ун ҫинчи тумтиртен мӗнпурӗ те пӑхӑр тӑхаллӑ чӗн пиҫиххи ҫеҫ ҫӗтӗлмесӗр юлнӑ. Хӗлле пӑрлӑ ҫӑлкуҫ шывӗ ӑшӗнче кӗпесем чӳхесси вӑл — катӑркӑри ӗҫ пекехчӗ; хӗрарӑмсен пурин те аллисем ҫав тери шӑнса тирӗ те ҫурӑла-ҫурӑла каятчӗ. — Тӳррипех калатӑп, Паганель, Географилле обществӑн секретарӗ ҫапла каланинчен тӗлӗнетӗп эпӗ! Федор ӗҫлеме электростанцинчен депона куҫрӗ. «Халь ӗнтӗ эпӗ ача евӗрлех, — шухӑшлатӑп эпӗ, — ӗнер вара…» Куҫӗсене хут ҫинчен илсе, вӑл кам кӗрессе кӗтет. Ӳкӗнӳ кунӗсенче вӑл шывпа тата ыраш ҫӑкӑрӗпе анчах пурӑннӑ. Подточина Палагея Григорьевнӑпа унӑн пике пек хӗрӗ мана лайӑх пӗлеҫҫӗ, эсир хӑвӑрах шутласа пӑхӑр, манӑн малалла мӗн тумалла… Ун пек пурӑнӑҫран татӑлса юлнӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, пӗччен ҫынсене кайран эпӗ мӗн чухлӗ тӗл пулмарӑм-ши… — Ах, ара, тӗрӗсех, кун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар, — чӑтӑмсӑррӑн хирӗҫлерӗ Олеся. Вӑл уҫланкӑ урлӑ чупса каҫнӑ та ватӑ Зеб мӗн вӗрентнине пурне те тӗп-тӗрӗс тунӑ. Халӑх ушкӑнӗ, тӳрех каялла чакса, чӑл-пар унта-кунта саланса пӗтрӗ. Бак Гаркнес та ыттисем хыҫҫӑн уттарчӗ, сӑн-пичӗ питӗ мӗскӗнччӗ унӑн. Эпӗ тин ӑнланса ҫите пуҫларӑм: хамӑн сывлӑха шеллемесӗр пурӑнма манӑн нимӗнле тивӗҫлӗх те пулман иккен. — Тупатӑп та эсир хушнисене пӗтӗмпех тӑватӑп. — Питӗ лайӑх вӑхӑтчӗ! Ҫав хаҫат ҫинче пӗр япала вуласа илнӗренех ӗнтӗ эпӗ, хам та сисмерӗм — шлема, куҫлӑха хывса самолетран тухрӑм. — Туртать вӗт, куратӑр-и, туртать… — илтӗнет хыҫалтан хумхануллӑ сасӑ. А, Джим-и? Хамӑн ҫав тери хырӑм выҫса кайнӑччӗ. Халӗ ӗнтӗ кӑвайт чӗртме ҫук, тӗтӗм тухнине курма пултараҫҫӗ. Вышимирский таҫта пирӗн хушшӑмӑртах тӑратчӗ, ун ҫине такӑнтӑм та эп, ӑна пукан пек ҫӗклесе урӑх енне тӑратрӑм. Марья Ивановнӑна эпӗ ҫакӑн ҫинчен нимӗн пытармасӑр, тӗрӗссипех, каласа патӑм; хам ҫавах та атте патне ҫыру ҫырса, ӑна мӗн пултарнӑ таран лайӑхрах, илемлӗрех сӑмахсемпе ҫырса пӗлтерсе пиллӗх ыйтрӑм. Анчах вӑл ҫак хӗрарӑмпа мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлмен, вара вӗсем аван мар чӗмсӗрлӗхпе вӑрахчен йывӑрланса ларнӑ… Вӑл ҫапла калӗ: «Ну, мӗнех вара, тусӑм, маларах-и, каярах-и, эсӗ ӑна пурпӗрех пӗлеттӗнччӗ, эсӗ ман ывӑл мар, эпӗ сана усрама илнӗ, эхер эсӗ ман юратӑва тивӗҫлӗ пулас-тӑк, эпӗ сана нихҫан та пӑрахмӑп»; вара эпӗ ӑна калӑп: «Атте, сана ку ятпа чӗнме ман тивӗҫ ҫук, анчах халь эпӗ ӑна юлашки хут калатӑп, эпӗ сана яланах юратнӑ, юрататӑп та, эсӗ мана ырӑ тунине нихҫан та манмӑп, анчах эпӗ сан ҫуртӑнта урӑх пурӑнма пултараймастӑп. Пӑван куҫса ҫӳрекен цирка курнипе ҫавӑн пек хумханать пулӗ тесе, Джемма вӑл каҫхине пӗртте шухӑшламан. Халӗ те акӑ, сасартӑк хавасланни унӑн чӗринчи хурлӑхне ҫутатсан, Джемма Пӑвана чӗререн хӗрхенчӗ пулсан та, ӑна йӑпатмашкӑн пӗр сӑмах та тупма пултараймарӗ. Вӑл хӗрелсе кайрӗ, нимӗн тума та пӗлмест. — Эсир хӑвӑрӑн малти чаҫсем ӑҫтине пӗлетӗр-и? — ыйтрӗ Озеров. Ҫамрӑк капитанӑн аллине Гленарван хытӑ чӑмӑртарӗ. Анчах эпӗ пӗррехинче ӑна акӑ мӗн ҫинчен ӑнлантарма кирлӗ тесе шутларӑм: ман анне вилес умӗн аттене пире хысна шкулӗнче вӗрентме хушмарӗ, хысна шучӗпе вӗренекенсем, тен, питӗ ӑслӑ, анчах вӗсем пурте маншӑн юрӑхлӑ пулманнине хам та ӗненсе ҫите пуҫларӑм, ce ne sont pas des gens comme il faut, терӗм эпӗ иккӗленереххӗн, ҫак вӑхӑтра хам тем пирки хӗрелсе кайнине туйрӑм. Халь ӗнтӗ, сирӗн нервӑсем ҫирӗп пулсан, сулахайри алӑкран кӗрӗр: вӑл пӳлӗмре сурансене ҫыхса яраҫҫӗ, операцисем тӑваҫҫӗ. — Алексей Иванович, — чӗнчӗ Лось. Баксем ҫурӑлса сирпӗнмӗҫ-ши? Шӑпамӑра ӗненсе каланӑ ҫав сӑмахсем, ача чухне Николайран илтнӗскерсем, манӑн пурнӑҫӑн мӗнпур йывӑр саманчӗсенче усӑ кӳреҫҫӗ, вӑхӑтлӑха лӑплантараҫҫӗ. Вӗсене чӳрече витӗр ывӑтса пӗтерсен, вӗсем хыҫҫӑн эпӗ ҫӗлӗксем тултарнӑ ещӗке ӑсатасшӑнччӗ — ӑна кӑларма чӳречи ансӑр пулчӗ, вара эпӗ чӳрече сулине ҫур пӑт пуканӗпе ҫапса ватма тытӑнтӑм, анчах темскер хыттӑн ухлатрӗ, пӳрт тӑррине вӑйлӑн сапӑнчӗ, — эпӗ краҫҫин пички сиксе кайнине ӑнлантӑм; ман пуҫ ҫийӗнче пӳрт тӑрри ялкӑшса ҫунма, шатӑртатма тытӑнчӗ, чӳрече тӗлӗпе, ун витӗр шалалла кӗрсе, хӗрлӗ ҫулӑм юхса тӑчӗ, мана тӳсмелле мар вӗри пулса кайрӗ. Эпӗ карапа пӗтӗмпех пӑхса тухрӑм. Ӑҫта килсе тухнӑ эпӗ?» — тетӗп. Паллах, хӑюллӑ профессор пире хамӑра ҫав ҫӗмӗрӗлме пултаракан япаласен шутне кӗртмен… — Тата вӑл Жавенере хатӗр чикмек тупса, ӑна туртса илни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл хурал валли вуникӗ ҫын тупнӑ, пусмине лав ҫине тиесе кӗтсе тӑнӑ, хураллӑ лав Париньене каякан ҫулпа пынине курнӑ хыҫҫӑн тин каялла чуптарнӑ. — Яланах шӳт тӑвассипе эсӗ! — терӗ вӑл, хӑйне ҫилленнӗ пек тытса, — вӑл мана питӗ сахал пӗлет-ха… — Кам-ха тата? — Вӑл. — Ара кам «вӑл»? Мачча чатӑрӗ ҫӳллӗ, мрамор пусӑна куҫать, — унтан ирхи сапаланчӑк ҫутӑ ӳкет. Ҫак шухӑшпа сисӗм-туйӑм Челкаш тӑн-пуҫне хӑйӗн ирӗклӗхӗ пуррине астутарчӗ, — ҫакна пула ҫеҫ вӑл тинӗсӗн пушӑ ҫыранӗнче Гаврила ҫумӗнче тытӑнса тӑчӗ. Э, акӑ! Анчах сасартӑк унран инҫех те мар темӗнле кӑшкӑрни илтӗннӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тӳрех пӗтӗм тӑватӑ ури ҫине сиксе тӑнӑ. — Нимех те мар, — терӗ Джемма, — уншӑн вӑл ҫука юлас ҫук-ха, эпир акӑ ӑна йӑпатса пӑхӑпӑр. Эпӗ карабин пӑшала ярса тытрӑм. Эленпа Мэри вӑл сукмаксем тӑрӑх Гленарванпа Джон Мангльс пулӑшнипе кӑна утса пыраҫҫӗ. Тытсан — пӗтереҫҫӗ. Урайӗнче мӗн пуррине тинех ӑнланчӗ вӑл. — Ан васка, тусӑм, ан васка, — терӗ вӑл мана. Ҫапла вара, Венедикт пичче хӑй пурнӑҫне йӑлтах энтомологие халалланӑ. Пиртен кашниннех кунта пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑрӑлтатса кайрӗ. Ҫуна йӗрне хыҫҫӑнах шӑлса пынӑ ҫула вӑл ытти ҫӗртен ҫӳлерехрен кӑна палламалла пулнӑ. Секретарь пукан хыҫӗ ҫинелле тайӑнса ларчӗ. «Таса кӗрешӳшӗн пурнӑҫна пама хатӗр пул!» тесен, тӑван ҫӗршывшӑн чиркӳ хӑйӗн пупне парать, шкул — учительне, уй-хир — сухаҫне, амӑшӗ ывӑлне парать. Никама та ҫаратмарӑмӑр эпир, никама та вӗлермерӗмӗр, ахаль ҫеҫ ухмахлантӑмӑр. Пӗр кӗленче кӑна та мар, иккӗ ӗҫнӗ! Павелшӑн, пӳлӗм урӑхланнине кӑшт курса илнипех, ответ мӗнле пуласси паллӑ пулчӗ. Ниушлӗ эсӗ ҫав палламан ҫын пире тытма тапӑ хатӗрлет тесе каласшӑн? Ҫакӑ Лена чӗрине ыраттарать. Шыв урлӑ каҫма тытӑнчӗҫ. Лашасене стрихнин парса вӗлеретӗн-и, ӗҫ хатӗрӗсене пӑсатӑн-и е тата мӗнле те пулин урӑх ӗҫсем тӑватӑн-и?.. Ыйт мӗн кирлине. Вӑл тумланса ҫитсен, аппӑше ӑна юсакалама пуҫларӗ, унӑн пиншак тӳмисене пурне те тӳмелесе лартрӗ, хулпуҫҫи патнех ҫитекен кӗпе ҫухине хуҫлатса хучӗ. Мэри Томӑн тумтирне щеткӑпа тасаткаларӗ, юлашкинчен тата Том пуҫне улӑм шлепке тӑхӑнтарса лартрӗ. Ку ҫӗршывра нимӗнле ҫӳл-йӗр те, сукмакӗ те ҫук, кунта йывӑҫ-курӑк ытла имшер ӳссен те, ҫулҫӳревҫӗсен ури йӗрӗсене часах курӑк хупласа илет. Вунпӗр сехет ҫине кайни вунпилӗк минут, ҫур сехет, хӗрӗх пилӗк минут… Вӑл касрӗ те касрӗ, путпилка шӑхӑрса тимӗр ӑшне кӗрсен, кашнинчех ӑна хӑйӗн ӳчӗпе мимине такам каснӑ пек туйӑнчӗ. — Мӗн сиксе тухрӗ вара сирӗн? — ыйтнӑ Любовь. Павел ҫул хӗррине тухрӗ. Халӗ ӗнтӗ сасартӑк алӑк уҫӑлса каясса, ашшӗ кӗрсе тӑрасса никам та ӗненмест. — Страуссем? — пӗр вӑхӑтра ыйтрӗҫ Уэлдон миссиспа Дик, вара тӗлӗнсе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Тӗлӗнсех кайӑн!.. — Мӗнпе вӗлереҫҫӗ-ха? — ыйтрӑм эпӗ. Вунпӗр йӗппи вӗҫне вутчулӗсем шӗвӗртсе лартнӑччӗ, вуниккӗмӗшӗнче ҫак чулччӗ. Казаксен шӑммисем выртакан, ҫурҫӗр тӗлӗнче вут ҫутисем курӑнса каякан, каҫсерен йывӑррӑн ахлатни илтӗнекен ҫӳллӗ масар-куринкесем ун ҫинчен халӗ те каласа параҫҫӗ-ха. Вӑл уйрӑлса кайсан, виҫҫӗмӗш секци ӗҫлеме пуҫлать те ракета хӑвӑртлӑхӗ тата ӳсет. Мӗн эсир ютран килнӗ ҫын ҫине куҫӑрсене чарсах пӑхатӑр ҫак? — Апла, сӑсар бурундук ҫисе пурӑнать эппин. Ҫав ҫултах унӑн ашшӗ, ӑнӑҫсӑр смотр тунӑшӑн отставкӑна кӑларнӑ Кирсанов генерал, арӑмӗпе пӗрлех Петербурга пурӑнма куҫнӑ. Йытти ӑна малтанах сисрӗ. Мучи хӑяккӑн тӑрса шарманка ҫаккине хывнӑ хушӑра вӑл, чӑтаймасӑр, тӑватӑ урипех сиккелерӗ, тытӑнкӑллӑн, тикӗс мар тухакан сассипе мучине вӗрме тытӑнчӗ. Эпӗ юлашки пӗлӗме пӗтӗрсе яма кӑна пуҫланӑччӗ, ҫав вӑхӑтра хыттӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ мана киленсех ҫисе ларакан тутлӑ десертран уйӑрчӗ. — Хӑвӑрпа пӗрле ун портречӗ ҫук-и сирӗн? Воропаев, ҫапах та, пӗр вырӑнтах тӑчӗ — ӑна урисем пӑхӑнмарӗҫ. Анчах мана вӗсем мӗн калаҫнине илтни кирлӗ те мар. Вара Васильевпа клубра юлашки каҫ выляни ун куҫӗ умне килсе тухрӗ, — унта вӑл тӳрех леш хӗр патӗнчен кайнӑччӗ; Васильева татах выляма мӗскӗнленсе тархасланисем, лешӗ килӗшмесӗр сивленисем ун асне килеҫҫӗ. Урам кукӑрӗнче Лушкӑн шурӑ тутӑрӗ ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗ те тӗттӗмре сӳнчӗ. Ун ҫийӗнче кӗрен хӑюллӑ симӗс фуфайка ҫеҫ пулнӑ, ҫанталӑкӗ вара самаях сивӗ тӑнӑ. Эпӗ пӗлмен те, — терӗ вӑл. — Эпӗ ун пек ан пултӑрччӗ тетӗп, — тавӑрчӗ Нестеренко. Эсӗ ан кала. Ушкӑн ӳссех пырать, ташлакансем патне ыттисем хутшӑнаҫҫӗ, ҫакӑнта вара — козачок тесе, ят панӑ, тӗнчери чи ирӗк те хӑвӑрт ташша чунпа хускалмасӑр пӑхса тӑма та майӗ ҫук. — Шел-ҫке аннӳне, шел-ҫке аннӳне! Тыт! — Вӑл ура ҫине ҫӗкленчӗ те хӑйӗн улӑпла пӗвӗпе тӳррӗн каҫӑрӑлса тӑчӗ, сасси ун хӑпартланупа та чӑрсӑрлӑхпа янӑрарӗ. Эпӗ мӗн тӑвас тенине тӑваттӑм, — уйрӑмах хамӑн юлашки француз гувернерӑмпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн ҫаплаччӗ; вӑл хӑйне хӑй Российӑна «бомба пек» килсе ӳкрӗм тесе шутлатчӗ, кунӗ-кунӗпе нимӗн тумасӑр, вырӑн ҫинче тарӑхса выртатчӗ. Фома, ун ҫине пӑхса:— Ӑҫталла пӑрать-ха ку? — тесе, шухӑшласа ларнӑ. Амӑшне ун пек ҫынсем хӑратрӗҫ, вӑл ывӑлӗнчен татах:«Ҫаплах-ши?» — тесе ыйтасшӑн пулчӗ. Штурвал умӗнче тӑман ирӗклӗ вӑхӑтра Дик карттӑна тишкерчӗ. Анчах сирӗнпе паллашма хавасах пулӗ вӑл. Юдино салинче пӗтӗмпе те лутра та пӗчӗк ултӑ пӳрт ҫеҫ, вӗсене нумаях та пулмасть лартнӑ пулин те, вӗсем чалӑшса кайма ӗлкӗрнӗ; пур килӗнне те картишӗсене тытса ҫавӑрма ӗлкӗреймен. Эпӗ вара пирӗн ҫӗршывра гуигнгнмсем питех те нумаййи ҫинчен, ҫуллахи вӑхӑтра вӗсене ҫарансемпе улӑхсенче кӗтӳпе кӗтсе ҫӳрени ҫинчен, хӗллехи вӑхӑтра вара вӗсене уйрӑм ҫуртсенче утӑпа сӗлӗ ҫитерсе пурӑнни ҫинчен, вӗсене хырчӑкпа тасатса ҫилхисене тураса якатни ҫинчен, урисене ҫуса тасатса хӑйсене апат пани тата выртмашкӑн улӑм сарса хуни ҫинчен каласа патӑм. Ну, ыттисем ҫине, ҫынсен пурӑнӑҫӗнче йышӑннӑ йӑласем ҫине те эсир ҫавӑн пекех хирӗҫле пӑхатӑр-и? Анчах вӑл пыман, эпӗ питӗ ывӑнтӑм, хырӑм та выҫӑ, ман ҫуртра та халӑх нумайӑн шӑнӑҫма пултарать, тесе калама хушнӑ. Эсӗ ку снаряда пӗлетӗн, вӑл — ракета! — Ах, доктор, ҫын хӑйӗн киммине вилӗм патнелле тытса пырать пулсан, вӑл вилӗмпе орлянкӑла вылять пулсан, вӑл вара чи пӗчӗкҫӗ ырӑ сӑмаха та пулин илтесшӗн. Ҫак йывӑҫ ҫумне вӑйсӑрланса ҫитнӗ чурасене мӑйӗсенчен ҫыхса хӑварнӑ. — Апла пулсан, эсир ӑна хӑтарасшӑн, — терӗ Симурден. — Тен, эпӗ сана вӑрман каснӑ ҫӗре илсе каям. Цехӑн аякри кӗтессинче темиҫе ҫын хӑйсен ӗҫӗсене пӗтерсе пыраҫҫӗ, Стриж унталла утрӗ. Лаша ҫинчен анма пулӑшӑр-ха мана. Хӑйӗн пурӑнӑҫӗпе юлташӗсен пурӑнӑҫӗ хӑрушлӑхра тӑнине вӑл аванах ӑнланать. Эпӗ унпа пурпӗрех килӗшмерӗм, манӑн хам ҫие ехусен ӳт-тирӗ ҫумӗнче пулнӑ тумтире тӑхӑнас килмерӗ. Хӑйӗн формипе цилиндр питех те пысӑк алмаз ҫӗрӗ пек туйӑнать. Цилиндра ултшар ярд ҫӳлӗш сакӑр алмаз юпа ҫине вырнаҫтарса лартнӑ. Сире ырӑ сывлӑх сунатӑп! Пӗр ушкӑнти е пӗр ҫемьери пӗрешкел ӑнлануллӑ икӗ ҫын юратнине пӗлтернӗ чух пӗр паллӑ чикке ҫити кӑна калаҫаҫҫӗ, ҫав чикӗрен тухса кайса калаҫни пустуй сӑмахсем ҫеҫ пулнине вӗсем иккӗшӗ те ӑнланаҫҫӗ; ӑҫта мухтасси пӗтсе тӑрӑхласси пуҫланнине, ӑҫта юрату пӗтсе юратанҫи туни пуҫланнине вӗсем иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах кураҫҫӗ, — ҫакӑ урӑх ӑнлануллӑ ҫынсемшӗн пачах тепӗр майлӑ курӑнма пултарать. Пӗр ӑнлануллӑ ҫынсен куҫӗсем умне кашни япала хӑйӗн е кулӑшла, е илемлӗ, е япӑх енӗпе иккӗшиншӗн те пӗрешкел тухса тӑрать. — Эсир манса кайрӑр-и? — хирӗҫ тавӑрчӗ Елена, ун куҫӗ умӗнчех кулса: пӗр Инсаров ҫеҫ ӑнланма пултарнӑ ҫапла телейлӗн кулни мӗне пӗлтернине: — вырӑссем валли ҫырнӑ болгар хрестоматийӗ? Ӗҫлеме пурте пӑрахрӗҫ, станцири дежурнӑй та пулин пӑрахса кайрӗ. — Сержант юлташ, тӑхта тепӗртак! — Ҫапла ҫав. Ҫӑлӑнӑҫ тулаш енчен ҫеҫ килме пултарать, анчах ӑҫтан килтӗр вӑл? Начар костюмне курах тенӗ пек, кивелнӗ кӑвак ҫӑм шлепке тӑхӑнса янӑ. Епле майпа? Ҫав беседкӑна чулпа персессӗн, хӑмисем ҫатӑртаттарса ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ. Кусем пурте ҫурӑм шӑммисӗр, мускулсемсӗр чӗрчунсем, ӑнӑҫлӑ пурнӑҫ тума пултаракан, кӑткӑ интересӗсемпе тата вак-тӗвек туйӑмсемпе пурӑнакан ӑшӑх чунлӑ ҫынсем. — Эпӗ кунта райком секретарӗ. Унӑн куҫӗсем тасалчӗҫ, вӗсенчен тӗтре карри сирӗлчӗ, куҫ шӑрҫисем палӑрчӗҫ. Сэм Митчел кӗтӗвӗнче вуникӗ пин те ҫитмӗл пилӗк пуҫа ҫитиччен выльӑх хисепленет: пин вӑкӑр, вунпӗр пин така тата ҫитмӗл пилӗк лаша. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче ҫав пайӑрка уйӑх тӗслӗ пулса кайрӗ, тепӗр кунхине эпир пӗлӗт пекскерне, инҫетри тусене хупласа тӑракан тӗтре пекскерне куртӑмӑр. Корытов сирӗн ҫинчен ҫыру парса янӑ пире, — ҫӑмӑллӑн кулса илчӗ директор. Леш вил тӑприне те тупаймарӑм, вырӑнӗ те пит улшӑннӑ, этем те ун пек улшӑнмасть пулӗ. Е ут хаклӑ мар-и вара? — терӗ вӑл, лаша ҫине пӑхмасӑр. Вара вӑл такамӑн ҫӗлӗкне хывса илсе ман пуҫ ҫине тӑхӑнтартрӗ те: — Касӑр леш вӗҫӗнчен, эпӗ кунтан касатӑп! — терӗ. — Темӗнле пакӑлти чӗлхепе калаҫнинчен усси пулас ҫук, — тесе вӑл сасартӑк хуҫкаланчӑк чӗлхепе французла калаҫма тытӑнчӗ. Унтан ҫилленсе: — Мӗн кирлӗ сире манран? Ҫакна курса такам шӑппӑн: — Ӑҫта ӗнтӗ пире… — тесе хучӗ. Владимир амӑшӗ хӑйӗн упӑшкийӗ патне хӑй пӗччен тунсӑхласа пурӑнни ҫинчен, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме тивни ҫинчен, пӗр-пӗринчен уйрӑм пурӑнас килменни ҫинчен питех те ачашшӑн ӳпкелешсе, ӑна килӗ, юратакан арӑмӗ патне, таврӑнма йӑлӑнса ыйтса ҫырнӑ. Обшество ӗҫӗсенчен пӑрса хӑварни тата арҫынсем тумалли йывӑр ӗҫе хӑнӑхни ӑна килте тата та ытла вӑйлӑрах, сумлӑрах пулма май парать. Ӗлӗкхишӗн эсир манран ан ыйтӑр, пирӗн чӑн пурӑнӑҫ ҫӗнӗрен пуҫланать. Суккӑр ачан амӑшӗ, ӑнсӑртран ҫуралнӑ ачалла туслӑх урлӑ хӑйӗн ывӑлӗшӗн мӗнешкел телей килсе тухнине лайӑх чухланӑ. Манӑн пӗлӗт хӑратса тӑнине ӗненессӗм килмест-ха, анах эпӗ ҫапах та ҫак сӑмаха каламасӑр чӑтса тӑраймастӑп. Филатов ухмахла хӑтланни нумай ҫынна кӑштах пӗтерсе тӑкайман. Анчах урӑхла пуласса кам кӗтме пултарнӑ-ха? — Санӑн кучеру вӑл тӳрӗ кӑмӑлла тӗрӗс ҫын, — терӗ мана хирӗҫ Касьян шухӑшлӑн, — анчах вӑл та ҫылӑхсӑр мар. Унтан ун патне пытӑм та ҫапла каларӑм: — Кӑшкӑрса ан ярӑр вара. Полли мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртас умӗн Сидпа Мэрие ахаль чухнехинчен те ачашраххӑн чуптурӗ. Давыдов ури айӗнчен тӑрсан-тӑрсан хӗрлӗ ҫунатлӑ шӑрчӑксем вӑрӑлтатса сиксе тухаҫҫӗ; пӗр сас-чӗв кӑлармасӑр ҫӗр тӗслӗ калтасем шӑваҫҫӗ, темрен шикленнӗ тыркассем пӗр-пӗрне шӑхӑрса сас параҫҫӗ; кӑлкан тӗсӗпе пӗрлешсе тата айккинелле пӑрӑннӑ чух силлене-силлене илсе, ҫеҫен хир ҫийӗпе аялтанах хир хӑлачӗ вӗҫсе пырать, ҫынран шикленмен тӑрисем вара Давыдова хӑйсен ҫывӑхнех яраҫҫӗ, унтан, кӑмӑлӗсем ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, вӗҫҫе каяҫҫӗ те, ҫӳлелле хӑпарса, тӑп-тӑрӑ тӳпенӗн шупка кӑвак ӑршинче курӑнми пулаҫҫӗ, лерен вӗсен пӗтме пӗлмен юрри шӑппӑнрах, анчах кӑмӑллӑрах илтӗнет. Ҫавӑн чух вара вӑл тухатмӑш ӗне сунине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ пулать. Сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ тухатмӑш кӗпе вӗҫҫӗнех ӗне суса ларать, имӗш, вӑл пур, кӗтӳҫӗ, вырӑнтан та хускалаймасть, тухатнӑ иккен лешӗ ӑна; ӗнесене суса пӗтерет те хайхи, кӗтӳҫӗ патне пырса, унӑн тутине темскерле лапӑрчӑк сӗрсе ярать, ҫавӑн хыҫҫӑн кӗтӳҫӗ кунӗпех сурса ҫӳренӗ пулать. Ырӑ кӑмӑллӑ старик ун ҫине телейлӗ куҫӗсемпе хӑйӗн хӗрӗ ҫине пӑхнӑ пекех пӑхать. Унтан ҫырӑва илчӗ те каллех вулама тытӑнчӗ: Ыран ирпе мана персе вӗлереҫҫӗ. — Асаплантаракансем… асап кӑтартакансем… — тесе макӑратчӗ вӑл. Вӗсем Паганельпе Роберта ҫапса аванах мӑкӑльсем кӑларчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсен ҫанталӑкӑн ҫак ӗҫне хисеп туса чуллӑ ҫӗрсен айӗнчен урӑх тухасси те пулмарӗ. Давыдов чӳречене кӑшт уҫрӗ. Ыйхӑллӑ хум шавӗ тем систернӗ пек кӗрлерӗ, вӑл хӑрушшӑн туйӑнчӗ. Ачасем пӗр-пӗрне тем кӑшкӑрчӗҫ, анчах ҫил уланипе тата аслати кӗрӗслеттернипе нимӗн те илтӗнмерӗ. — Тӗрӗс! Хум пек килсе ҫапнӑ ҫапӑҫу кӗрлевӗ вара пӗрремӗш хут Андрейӑн чӗрине шиклентермерӗ, — ҫав кӗрлевре ӑна темскерле йыхрав евӗрлӗ, шанчӑк паракан, уҫӑлтарса яракан сасӑ илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Часах тӗттӗмленчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме тытӑнчӗ, аслати кӗрлесе кайрӗ; ҫапла вара кайӑксем тӗрӗсех пӗлтерчӗҫ. Вӑл куҫне хӗсрӗ, кулса ячӗ: — Викторӑн галифине илсен лайӑхрах пулӗ, унсӑрӑн хӑнӑхман пирки, ҫил вӗрсе чирлеттерӗ! — Ара вӗт вӑл мар, вӑл мар. — Юлташӗ каласа панӑ? Вӑл, чӑн та ӗнтӗ, калаҫма пултарать, вӗсене хӑйсенех култарать те, вара хӑйсенех инкеке кӗртсе хӑварать… — Ҫук, Арво тӑрӑх. Вӑл пит хытӑ юхать. «Уруна салт, шуйттан хӗрӗ, — кӑшкӑрать амӑшӗ, — чувеккисене йӑлтах ҫӗтсе-пӗтертӗн-ҫке»… Ҫулталӑк каялла, ҫакӑн пек ырӑ каҫсенче, вӑрман хӳттипе дачӑсем патнелле пыракан сукмаксемпе ансӑр ҫулсем тӑрӑх, поездсем ҫинчен аннӑ кайӑр тумланнӑ хӗрарӑмсем, шавлӑ ачасем, хӗвелпе пиҫнӗ арҫынсем савӑнӑҫлӑн утнӑ пулӗ ӗнтӗ, — вӗсем хуларан таврӑннӑ, дачӑсенче пурӑнакансем валли тӗрлӗ кучченеҫсем, эрехсем илсе пынӑ. Тупа та туртӑн, ҫапла! Кӗлӗ хыҫҫӑн Натальйӑн ӑнӗ ҫухалнӑ, чӗлхи ҫӗтнӗ, вара вӑл, урӑх никама нимӗнле сӑмах калаймасӑр, тепӗр ирхине вилсе выртнӑ. Вилессе те вӑл, пурӑннӑ чухнехи пекех, чӗмсӗррӗн вилнӗ. Ҫӗрлехи шӑплӑхра кӗтмен ҫӗртен чансен хаваслӑ сасси илтӗннӗ вӑхӑт пулкалать. Вандея пӑлхавҫисем ҫапӑҫакан ҫар шутланман пирки Конвент «вӑрӑ-хурахсемпе» парламентерсем урлӑ калаҫма чарнӑ. Ҫамрӑк егерьсенчен кирек хӑшӗ те ун вырӑнне кӑмӑлтан кайӗччӗ. Анчах сквайр Том Редрэта илсе каясшӑн, сквайр кӑмӑлӗ вӗсемшӗн саккун пулнӑ. Халӗ… калаймастӑп… Корчагина, амӑшӗсӗр пуҫне, никам та ачашламан, анчах хӗнессе нумай хӗненӗ. — Священник пирӗн майлӑ пулсан, вӑл хресчентен те хаклӑрах. Пӗлетӗн-и, эпӗ хамӑн нумай йӑнӑша куратӑп, анчах пурне те тата вӑхӑтра тӳрлетейместӗп, акӑ ӑҫта манӑн инкекӗм, факт! Ӑҫта-ши вӗсем? Опиум ӗҫес пулать. Уйрӑлу ҫинчен асӑнни, ҫак пӗр «уйрӑлу» сӑмах ҫеҫ пӗтӗм ӗҫе кӑшт ҫеҫ пӑсса пӑрахмарӗ… — Пистолет. Тӗп пултӑрччӗ ҫав ватлӑх! Фома хӑйӗн патӗнчен хӗрарӑм кайнишӗн савӑннӑ: йӑлӑхтарнӑ ӑна вӑл, тата хӑйӗн яланхи сивӗлӗхӗпе хӑратнӑ та. Тӗрӗссипе каласан, вӑл мана ӑнланчӗ пулсан та, мана юрӑхлӑ апат тупса параймастчӗ пулӗ. Ку лакӑмри шыва ӑсса типӗтме май ҫук, анчах халь вӑл хӑйне хӑй ҫирӗпрех тыткалать, вӑл вӗсене котелокпа ӑсса илчӗ. Пирӗн кашнин чӗринчех ватас-ҫӗмӗрес кӑмӑл пур. — Мӗн пулса иртрӗ? — тесе тепӗр хут ыйтрӗ унран Сильвер. Вӑл кулса илчӗ, анчах яланхи пек ытлашши сарлакан мар, пысӑк пит-куҫӗ ҫинчи куҫӗсем, йӗп вӗҫӗ пек, пӗчӗкҫеҫҫӗ пӗрӗнсе ҫитрӗҫ, унтан кӗленче катӑкӗсем пек ҫутӑлса кайрӗҫ. Гек йӗри-тавра йӑлтах шыраса ҫаврӑнчӗ те нимӗн те тупмарӗ. Варӑ пирӗн комсомол ӗҫӗ каять, ҫакна чӑнласах калатӑп эпӗ сана! Вӑтам пӳ-силлӗ вӑл, сарӑ кӑна, чечен пит-куҫлӑ ҫын, сӑнӗ ӳслӗк чирӗпе аптранӑ ҫыннӑнни пек, сылтӑм пит ҫӑмарти ҫинче пӗчӗкҫӗ кӑна тур палли пур: унӑн пит-куҫӗ мана тӗлӗнсе каймалла кӗрнеклӗн курӑнчӗ. Ҫук, партбилета памастӑпах эпӗ! — Ҫук, сана! — пуш витрине ярса тытнӑ май крыльца ҫинчен кӑшкӑрчӗ Женя. Старикӗн мӗнпур тумӗнчен камфарӑпа мускус шӑрши кӗрет; ун ҫав тери тӑрӑшса тумланнӑ кӗлетки питӗ хытӑ чӗреллӗ ҫынна та тӗлӗнтернӗ пӳлӗччӗ! — Вара кӗтмен ҫӗртенех хушса хучӗ: — Халӗ ӗнтӗ пурпӗрех! — Халь ӗнтӗ эпир унпа туслӑ пулатпӑр. — Обердофер мӗн калани маншӑн пурӗпӗрех, анчах санӑн ху мӗн каланине ӑна илттерес килмест пулсан, тархасшӑн, хӑвӑн сассуна чакар. Кунсӑр пуҫне ӑтӑр юр тӑрӑх утса мар, шуса пынӑ пек каять; вӑл малти урисене кӑкри ҫумне ҫыпӑҫтарса кайрисемпе ҫӗр ҫине тапса пырать, ҫапла вӑл хӑй хыҫҫӑн юр ҫине пӗчӗк лупашка туса хӑварать. Синопа сӑрт ҫине ҫӳлелле хӑпарма тапратнӑ, анчах ҫавӑнтах чарӑнса тӑнӑ. — Ӑна та пӗлетӗп. Ҫапла ҫак ырлӑхлӑ, ҫӑлкуҫӗнчен юхса выртакан шыв, ҫул ҫинче пире ӗҫтерсе, вӑй парса пыраканскер, мана ҫӗр хушшинчи лабиринт витӗр те илсе тухӗ. Халь пӗртте ӗҫмен пекех туйӑнать. Эсир те ан ҫӳрӗр, Иконин господин, — хушса хучӗ вӑл. Самойлов алӑкра чарӑнса тӑчӗ те:— Эсир, Пелагея Ниловна, сутӑ тӑвакан Корсуновӑна паллатӑр-и? — терӗ. Юрать-ха, пирӗн телее — пурнӑҫ хӑйӗннех тӑвать, ӑна пула эпир те ирӗксӗрех туртӑнатпӑр… Ҫамрӑклӑхӑн чи лайӑх ҫулӗсене илсе кайнӑ йывӑр вӑрҫа тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑш йӑвине ҫухатнӑ тата хӑйсен вӑйӗсене хавшатнӑ хыҫҫӑн, вӗсем пысӑк тинӗспе хӗвел умӗнче пӗр-пӗрин ҫумне тачӑ ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ. Хӑйсен юратӑвӗн малтанхи кунӗнчи пекех савӑнӑҫлӑ вӗсем. Аслӑ Артамоновӗ ӑна хирӗҫ мӗкӗрсе кӑна илнӗ: — Вӗсемсӗр те юрать… — Пысӑках мар пулин те ҫирӗп, пӑх-ха, мӑйӗ мӗнле унӑн, самӑр вӑкӑрӑнни пекех авӑ! — Тепӗр темиҫе минутран пӳлӗм сире йышӑнма хатӗр пулать, — терӗ вӑл хавассӑн: — Аркадий… — Мӗнле тӗрӗс мар принцип-ха вӑл? Кольхаун лӑпах мексиканец-мустангерӑн хӳшши патӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ вӑхӑтра, ҫав ҫӗрлехи ҫул ҫӳрекенсенчен чи малтан тухни ӗнтӗ сеттльмент хӗррипе пынӑ. Ахалех асӗ мана кун пек кӳрентермелли сӑмахсем калатӑн… — терӗ вӑл. Ҫак ыйтусене Джон Мангльса пачӗҫ. Минутлӑха тухнӑ хӗвелпе усӑ курса, вӑл сӑнавсем туса ирттерчӗ те, мӗн пӗлнине картта ҫине паллӑ туса пачӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, «Дункан» ытлашши аякка кӗрсе кайман, хӑй тытнӑ ҫул ҫинчен икӗ градус ҫеҫ кӗнӗ. — Харпӑр хӑй вырӑнне! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Эпӗ вӑрмана кайрӑм та тахҫанччен каллӗ-маллӗ шухӑшласа ҫӳрерӗм, апла та, капла та шухӑшласа пӑхатӑп, пурпӗр ӑнланаймастӑп: ун пек тунинчен мӗн усси пур — ҫынна ырӑ туни ҫеҫ, юлашкинчен пуҫ ватам мар-ха терӗм, унсӑрах пурӑнма пулӗ. Эпир Почаински текен ҫырмари пӗр трактире карӑмӑр та пасар енчи уҫӑ чӳрече умӗнче вырӑн йышӑнса лартӑмӑр. — Ан тив ӗнтӗ вӗсем тутӑртан тунӑ ҫав пуканепе йӑпанччӑр. Мана вӗсем хӑйсен ӗҫне туни ҫеҫ кирлӗ! — Пӗтӗм ҫӗр! — шухӑша кайса, пуҫне сулкаласа унӑн сӑмахне тепӗр хут каларӗ амӑшӗ. Анчах мӗншӗн-ха Генри Пойндекстер те вӗчӗрхеннӗ? Ҫывӑрса тӑранайман тӑванӗсем ӑна ӑсатма апатланмалли пӳлӗме — кухньӑпа юнашарскерне — пухӑнчӗҫ: вӗсем пурте питӗ салхуллӑн ларчӗҫ, асӑрханарах калаҫрӗҫ, вӗсенчен пӗрин те Никитӑшӑн чӗререн тухакан пӗр ӑшӑ сӑмах та пулмарӗ. Тепӗр каласан, юрать… Мӗн тумалла кунта? Дю-Буабертло (граф батарейӑсем патне анакан Ла-Вьевиле ҫурма сасӑпа темле приказ пачӗ. Унтан вӑл, подзорнӑй труба илсе, карап хӳринче тӑракан лоцманпа юнашар пырса тӑчӗ. — Амӑшӗ унӑн ним сас-хурасӑр ҫухалнӑ, ашшӗ — вӑрӑ, ӗҫке ернӗ, — терӗ хӗрарӑм, шухӑша кайса. — Ку вара питех те аван пулатчӗ. Озеров чи малтан сиксе тӑчӗ. Ах, вӑл хӑех вӑраннӑ иккен… Бак, ҫак ют ачана хӑв патна илсе кай та, ун ҫийӗнчи йӗпе тума хывса, хӑвӑнне мӗн те пулин тӑхӑнтарт. Майорпа Джон Мангльс вӑрман чӑтлӑхӗнче разведкӑна кайса ҫӳрерӗҫ те, анчах унта ниҫта та никам пурри те тупӑнмарӗ. Чӳрече хупписене хупнӑ, алӑксене сӑлӑпласа лартнӑ. Хӑҫан сирӗн, шуйттансен, купальня хатӗр пулать? — Ӑҫта эсир, капитан? «Ытла та тӗрӗс мар хӑтлантӑм!» Санӑн мана кун пек хӑрушӑ япаласем курма илсе ҫӳрес марччӗ, тен, эпӗ арҫын ачапа хырӑмлӑ пулӗ! Вӗсене эсир илӗр — ултӑ пинне те, ыттине те пӗтӗмпех. Тӳрӗлӗхпе к-кардинал тени вара, ман шухӑшпа, тӗлӗнмелле ӑнсӑртлӑх, раксене пыл сӗрсе ҫинӗ пекех йӗрӗнчӗк япала… Хам мӗншӗн ҫапла тӗпченине каласа патӑм вара эпӗ, вӑл вара мӑнкӑмӑлланса хай пӑрахутне пӑхса илчӗ, калӑн ҫав, унӑн пӑрахучӗ вырӑс флочӗн историйӗнче хӑйӗн хисепле вырӑнне йышӑнас пирки вӑл нихҫан та иккӗленмен тесе. Эпӗ вара, шуррисем амантса-сусӑрлатса янӑскер, вӗсенчен хӗн-асап курса пӗтнӗскер, ҫав сӑмахсемшӗн сана ахалех каҫаратӑп терӗн-и? Эпир нарти ҫине ларсан, йытӑсем тапранса кайсан, вӑл чӑн-чӑн ненец пекех «Хэсь!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Тачки ҫавӑрӑнчӗ… итлесе пӑхрӗ… Тӗнче варринче, Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулинче картлашкаллӑ-картлашкаллӑ пирамида ҫӗкленет. Вӑл ҫав тери ҫӳллӗ, унӑн тӑрринче пӗлӗтсем йӑсӑрланса шӑваҫҫӗ; Ҫывӑраканӑн Пуҫне унта куҫарса лартаҫҫӗ. — Ну, мӗнле-ха вӑл сана асаплантарса халран ячӗ? — терӗ вӑл, старик ҫине хӑйӗн уссийӗ витӗр пӑхса. — Мӗне те пулин илесшӗнех ӗнтӗ? — Астӑватӑп… темскер… таҫта тӗл пулнӑ пек… Хулпуҫҫийӗсене усса, нимӗн шутламасӑр, нимӗн те курмасӑр, илтмесӗр, выҫҫине те туймасӑр нумайччен ларчӗ. Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен халӑх — еврейсемпе нимӗҫсем, акӑлчансемпе тутарсем пурӑнаҫҫӗ тесе калаҫҫӗ. Княжна йӗри-тавра: «пӑхӑр-ха, пӑхӑр, эпӗ мӗнле тӗлӗнетӗп», — тесе каласшӑн пек пӑхса илчӗ те, унтан каллех Аркадий ҫине тинкерчӗ, анчах вӑл, хӑй ҫумӗнче ларакан Катяна пӑхса илчӗ те, сассине хӑпартса малалла вулама тытӑнчӗ. Ҫав следователь е следовательница (мӗншӗн тесен, манпа калаҫаканни хӗрарӑмччӗ) ытла ҫамрӑк та илемлӗ пулман пулсан, вӑл манпа еккине ямасӑр калаҫмастчӗ пулӗ. Ҫакна пӗлтермелле: Ковалев питӗ кӳренекен ҫын. Ҫапла вара, ан тив сквайрпа доктор мула тупса, пире ӑна карап ҫине тиеме пулӑшчӑр. — Тепӗр чӗрӗп туянӑпӑр. Ҫар юхӑмӗн чи вӗҫӗнче вӑраххӑн тусан кӑларса пыракан сурӑхсен, сыснасен тата ӗнесен пысӑк кӗтӗвӗсене хӑвалакан кӗтӳҫӗсемсӗр пуҫне, никам та ҫуран утмасть. Пӗлетӗн-и эсӗ, манӑн пӗчӗк сунарҫӑ, эсӗ ӑтӑра йӗрлемен, рыҫа е питех хӑрушӑ арӑслана йӗрленӗ эсӗ. Чӑх-чӗп аслӑкӗпе вите хушшинчи тӗттӗм кӗтесре Маркона пӗр ҫын тӑнӑ пек туйӑнчӗ, тӗттӗм ҫӗрте ҫынах иккенне уйӑрса илме те кансӗр, ҫинчен тата Марко картишӗнче хунар ҫутнӑ ҫӗрте ларатчӗ, тӗттӗмре ӑна чипер курӑнми те пулчӗ. — Лайӑх, — терӗ Володя, хӑй тӗлӗннине палӑртас мар тесе, лӑпкӑнрах кӑна. — Ҫынсене ҫаратнӑ, процентсем сӑптӑрнӑ, хӑв та вӑрланӑ, ӳкӗнсем! Ун хыҫҫӑн хӑйне яланах йӗркеллӗ тытакан Атаманчуков васкамасӑр тухса кайрӗ, каяс умӗн хӑйӑлтатарах паран сассипе ҫинҫен кӑна ҫапла каласа хӑварчӗ: — Саланас пулать, унсӑрӑн ырринех кӗтсе илеймӗн. Ӑна пӗр хутчен кӑна хӗнемен, анчах хӗрарӑмсем пуҫласа хӗнеҫҫӗ, ҫакна пула вӑл хӑйне хӑй темле аван мар пек туять. Анчах тухтӑр тухрӗ те, темиҫе минутран икӗ ҫӳп-ҫӳхе тетрадь, шкул ачисен ют ҫӗршыв сӑмахӗсене ҫырса хумалли словарь пекскерсене ҫеҫ илсе кӗчӗ. Яков, чӳрече умӗнче аллине хаҫат тытса тӑрса, ашшӗ хӑйӗн тӗксӗм хӗрлӗ чышкипе такама юнаса илнине курчӗ. Майор, ӑшӗ вӑрканине пула, лайӑх ас тумасть. — Венецианецсем виҫӗ эрне кӗтме килӗшӗҫ-ши вара? Ӗнер кунта миҫе ҫынна тытса хупнине пӗлетӗр-и эсир? Ҫавӑн пек телескопӑн труби тӳпенелле тӗлленӗ пысӑк тупӑ евӗрлӗ. Ах питӗ чее ҫын-ҫке ҫак пирӗн Корытов, эпӗ ӑна витӗрех куракан пултӑм. Анчах, сана акӑ мӗн калатӑп, текех нихӑҫан та апла уйӑрӑлса кайма юрамасть, унсӑрӑн эпир пӗр-пӗрне кураймасӑрах пӗтетпӗр. Темиҫе хут та пӳртрен тухма хӑтланса пӑхрӑм, анчах нимӗнле шӑтӑк та тупаймарӑм. Юрла, Купря!.. Тӳперен ялтӑркка хӗвел сарӑпа симӗс лаптӑксем хушшинче пыракан ҫынсен ула-чӑла ушкӑнне хавассӑн ҫутатать; халӑх хӑйӑрлӑ икӗ сӑрт хушшипе виҫҫӗмӗш сӑрт ҫине хуллен шуса хӑпарать. Анчах санпа акӑ калаҫмаллах. Ӗлӗкрех ун патне юлташӗсем килсе ҫӳретчӗҫ, анчах халӗ, вӑл ялан килте пулманнипе, килме пӑрахрӗҫ. — Анчах мӗн тумалла-ха пирӗн ҫак мӗскӗнпе? — ыйтрӗ Элен. Святой сӑрт Афон теҫҫӗ, ун пек картинкӑсем пур, старик вӗсемпе суд тӑватчӗ. Корчагин ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. — Пурӑнас килмест ман кунта… Анчах шухӑшлама вӑхӑт пулмарӗ. Индеецсем тапӑнма пултараҫҫӗ тесе шутлаччӑр — ҫакӑ ҫителӗклӗ. — Мӗнпурне. «Манӑн хӑла лашана улӑм сарса патӑн-ши тата?» — Тепӗр ҫур сехете кӑна, — хистесех каларӗ Соня. Кашни каҫах вунӑ сехетсенче эпӗ, пӗр-пӗр ял патӗнче ҫырана тухса, вун-вунпилӗк центлӑх ҫӑнӑх, тӗтӗмленӗ какай тата мӗн те пулин ҫимелли туянатӑп; хӑш-пӗр чухне кашта ҫинче ларма пӗлмен чӑхха та йӑтса пыратӑп. Аякра пурӑнса пит паха япалана ҫухатнӑнах туйӑнать. Мӗскер тунӑ пулӗччӗҫ-ши вӗсем, пикник тума пултаратчӗҫ пуль ӗнтӗ: ӗҫми-ҫими вӗсен хӑйсемпе пӗрлех. Хӗрхенӳсӗр те тискер ӗҫсем пулса иртнине курасшӑн каҫсах каякан ҫынсен кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ ку. Ҫулсем ҫук. Ҫакӑн пек ҫул пӑсӑлнӑ вӑхӑтра вӗсем хӑйсен мӗнпур йывӑр техникипе нумай кайма пултарӗҫ-и? Паллах, тухаҫҫӗ. — Ӑҫта каймалла вара? — сасартӑк, яланхи пекех хыттӑн каларӗ вӑл, хӑй ҫак тӗлпулура ывӑлӗпе капла калаҫас темен пулсан та. Вӑл кӑмӑллӑ чух пурте ун ҫывӑхӗнче пулма юратаҫҫӗ; тӳрех калатӑп, хӗвел пек ӑшӑтать вӑл ҫынсене. Эпӗ хам ҫинчен пӗлтертӗм. Тӗлӗнсе хавасланасси, тӗпчесе пӗлессин вӗҫӗ те тупӑнмасть. — Ачасем тахҫанах сире курасшӑн, анчах эсир питӗ кая юлса ҫитрӗр, ҫавӑнпа та сире хӑшпӗрисемпе ҫеҫ паллаштарма тӳр килет. Виски стаканран тӑкӑнса кайрӗ те мустангерӑн кӗпине йӗпетсе пӑрахрӗ. Эпир нумаййӑн, эпир вылятпӑр, пире савӑк, вӑл пур — тӑр-пӗчченех, никам та ӑна йӑпатакан ҫук. Кӑшт ҫеҫ хӑпарма ӗлкӗрнӗччӗ, каллех халтан кайса аялалла шуса анчӗ. Чӑннипе калас пулсан, вӑл унтан хыпарсем питӗ кӗтет, ҫав хушӑрах вӑл: Горевӑпа интересленесси пӗтӗмпех вӑл фронтра пулса пыракан ӗҫсен ҫывӑхӗнче пулнӑран килет, тесе ӗнентерме тӑрӑшать хӑйне; Воропаев вара ҫав событисем ҫинчен тавҫӑрса илме кӑна пултарать. — Шкулта каларӗҫ, кӗнекесем ҫине ҫырнӑ… — Ҫав — хӗрсем-и! — ӳпкевлӗн каланӑ Игнат. Гленарван ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Дикарьсем сирӗлсе тӑчӗҫ, вӗсен хушшинчен хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ салтак тухса тӑчӗ. Вӑл пӗтӗмӗшпех тусанланса пӗтнӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл плащне туратсем хушшине карӑнтарнӑ та, ӑна гамак пек туса, йывӑҫ ҫумне шарф татӑккисемпе ҫыхса лартнӑ. — Намӑс! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Марчев. Каятӑп Пушахчӗ ачасен ҫуртӗнче, шкул та пушӑ. Вӗсене апатлантарчӗ те — тухса кайрӗ. — Паян та сыпмасан, хӑҫан сыпас вара, — тавӑрчӗ Лука. Таврана каллех шӑплӑх хупласа илчӗ. Унсӑр пуҫне тата, вӑл кашни кунах ӑна темӗн тӗрлӗ шарлаттанла имҫамсем ӗҫтерчӗ. — Пурте хатӗр, — пӗлтерчӗ сержант. Кӳрӗр, эпӗ хамах… — Пӗлтӗр ҫулла Билл Тернер анса кайсан та ҫавӑн пекех пулнӑччӗ; ун чухне те шыв ҫинче тупӑпа персе ҫӳренӗччӗ — тупӑпа персен, шыва анса кайнӑ ҫынсем ҫиеле тухаҫҫӗ. Ия! Илья Тихонпа калаҫни, дворник ҫине пушшех те сиввӗн, юратмасӑр пӑхакан туса, Артамонов ӑшӗнче темле шиклӗ туйӑм ҫуратнӑ. Хусанта пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗр вунӑ ҫултан эпӗ ӑна Харьковра тӗл пултӑм; вӑл пилӗк ҫул хушши Кемьра ссылкӑра пулнӑ, халь каллех университетра вӗреннӗ. — Пит аван, Уэлдон миссис. Йӑтмалли япаласенчен кашни хӑйӗн пайне кутамкаласа, ҫулҫӳревҫӗсем Аотеа бухтин хӗррипе уттарчӗҫ. Пур ӗҫсене те унта Бородин генерал ертсе пырать. Вӗсем иккӗшӗ те чекистсем. Ҫапла вара, Ҫӗр ҫине вӗҫсе анакан кашни метеор, темле пӗчӗк пулсан та, Ҫӗр калӑпӑшне ӳстерет. «Ҫӗр ҫине ҫулсерен ӳкекен метеоритсен пӗтӗмӗшле калӑпӑшӗ питӗ пысӑк пулӗ», — тесе шухӑшлатӑн эсӗ. Ку тӗрӗс мар. Вӗсен пӗр ҫул хушшинчи йывӑрӑшӗ пурӗ те темиҫе пин тоннӑна кӑна ҫитет. Ӳкекен метеоритсен веществине пӗтӗмпе пухас пулсан, ӑна тавар тиекен икӗ пуйӑспа та илсе кайма пулать. Метеорсенчен нумайӑшӗ тусан пӗрчисем пек кӑна вӗт-ха, пысӑк метеорсем — болидсем — Ҫӗр ҫине вара питӗ сайра ӳкеҫҫӗ. «Тӗлӗнмелле ӗҫсем, пан голова». Астӑватӑп, Ромаҫ Иван Грозный патша мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панине итлесе пӗтерсен, Изот: — Кичем патша! — тесе хучӗ. Ӑҫта кайма пултартӑр-ха? Мана Панталеоне пӗтӗмпех каларӗ! Анчах ҫав вӑхӑтрах хайхи пытанса тӑнӑ карчӑк сиксе тухрӗ те, хыттӑн кӑшкӑрса ярса, Сима Симакова аллинчен вӗлтӗренпе ҫунтарса илчӗ. Тӗрӗслеве корпус командирӗ — тӗпкӗчлӗ хастар генерал, тӗнчери ҫар литературинче карлистсен вӑрҫи тата французсемпе пруссен 1870 ҫулхи кампанийӗ ҫинчен ҫырнисемпе палӑрнӑскер, вӗсенче вӑл волонтер пулса хутшӑннӑ — ирттерессине малтанах пӗлсе тӑнӑ пулас ҫав. — Эсир пӗлетӗр, пирӗн сивӗнӗвӗн сӑлтавӗ вӑл пулман. Коммунистишьен-и? Часах вӗсем вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса ларакан вӑрмана кӗчӗҫ. Вӑл хӑйӗн пысӑкӑшӗпе Австралинчи вӑрмансене аса илтерет. Анчах кунта эвкалиптсем ҫук, вӗсен вырӑнне кунта каури текен йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. Ҫав аналой ҫинче «Светуй Варфоломей пурнӑҫӗ» ятлӑ чаплӑ кӗнеке выртнӑ. Анчах Ромашовшӑн, арестленине пула, ҫав техӗмлӗ канӑвӑн мӗнпур илемӗ, мӗнпур сӗтекӗ пӗтсе ларчӗ. — Хаклӑ Фелим, каласа кӑтартӑр мӗн пулнине. Ман куҫӑмран куҫҫулӗ ҫав тери хытӑ юхнӑран Зинаида хӑраса ӳкрӗ. «Мӗн пулчӗ? Павел, комиссие каяймарӗ, — ӗҫ пулчӗ унӑн. — Эсӗ унта вӑрах ан пул, — асӑрхаттарчӗ ӑна Нестеренко. Анчах эпӗ кӳреннипе мар-ҫке, хисепӗм мӑшкӑла юлассипе мар-ҫке, ҫав хам витӗр курма хӑнӑхнӑ халаплӑ чатӑра сирсе тӑкасшӑн тӑрӑшатӑп. Тӗрӗс каларӗ, мӗншӗн тесен, стена ҫинчен пӑшалсенчен пӗрсе ячӗҫ тата алла мӗн ҫакланнӑ ҫавӑнпа ывӑтма тытӑнчӗҫ. Нумайӑшне тивретрӗҫ те. Калӑр-ха тархасшӑн, — тӗрӗслӗх анчах кирлӗ-мӗн вӗсене? Ман хуняма карчӑк пурччӗ. Вилнӗ-ха вӑл халь. Унпа мӗн пулнине пӗлместӗн пулӗ-ха эс?» Акӑ малтанхи машинӑсем сывлӑшалла ыткӑнса хӑпарчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн Мересьев звени чупса каять. Акӑ ӗнтӗ, ҫӗр аяла шуса юлать. — Тенкӗ те вӑтӑр пус. Вӗсем ҫӳллӗ шлемпа, тимӗр пиҫиххипе, хӳтлӗх-питлӗхсӗр. — Ун пек мар, ун пек мар, пачах ун пек мар, — сасартӑк калаҫма пуҫларӗ вӑл, сӑмахсене йӗрӗнмелле каласа, хӑй ҫав хушӑра хӑвӑрт куҫса ларчӗ те, сӗтел ҫине чавсаланса, сулахай аллин типшӗм пӳрни ҫинче аран тытӑнса тӑракан ылтӑн ҫӗррипе выляма пикенчӗ. Ҫурҫӗр иртсен икӗ сехетре ҫумӑр тӑкма пуҫларӗ те ирччен чарӑнма пӗлмесӗр ҫурӗ. «Кунта Ирин вӑрманӗн хуралҫи пурӑнать пулас, — шутларӑм эпӗ. Леш чарӑнмасӑр кулать, тет, хӑй аллисемпе Гаврила хӑй патнелле кӑчӑк туртать, тет. Темиҫе самант иккӗшӗ те пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ, унтан полковник пӗшкӗнчӗ те хӗресе чуптурӗ. — Ӑна кирек мӗнле калӑр, ку хӑвӑр ирӗк, — хуравларӗ тепӗр старик, — мӗнле калас тетӗр, ҫапла калама пултаратӑр, анчах пирӗн ҫулсем халӗ сирӗнпе пӗрле мар. Халӗ ӗнтӗ ман умра йывӑр задача тӑрать. Хулпуҫҫинчен ҫӑварлӑхсӑр йӗвен ҫакса янӑ та вӑл кӗсрине шырама хирелле утать. Ҫав укҫапа пин те тӑватҫӗр миля каяймастӑн — палуба ҫине ҫеҫ ларас пулсан та. Агентсем йывӑр аманнисене, утайми пулнисене хӑвара пуҫларӗҫ. Вӗсен умӗнче чӑлах-чӗлӗх, пач килӗшӳсӗр, хӑрушӑ ӳкерчӗксенчен тӑракан кӑшкӑруллӑ та ула-чӑла хӑю сӳтӗлет тейӗн, паянхи ӗҫ-пуҫсем Ромашова пӗрин хыҫҫӑн тепри ним тӑхтавсӑр-чарӑнусӑр та нимле ҫыхӑнусӑр пула-пула пынӑ пекех туйӑнчӗҫ. Юпитерӑн спутникӗсем ҫинчен тӗплӗнтерех каласа пама та юрать. Ҫирӗм пус тӑракан тӑм чӳлмеке ватса пӑрахнӑшӑн виҫӗ ҫемье рычаксемпе ҫапӑҫнӑ, пӗр карчӑк аллине хуҫса пӑрахнӑ тата тепӗр йӗкӗтӗн пуҫне ҫапса шӑтарнӑ. Ҫил ӗнтӗ хыҫалтан хӑвалать; анчах ҫил-тӑман витӗр нимӗн те курӑнмасть. Тен, ман урӑх шанчӑклӑ вырӑнӗ пулман? Ӗненӗр мана, — эпӗ хам сӑмахсемшӗн ответлӑ пулса калатӑп, — пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче кун пек ытармалли ҫӗршыв ниҫта та ҫук. Ҫар ҫыннисем хушшинче — чӑн та, малтан хуллен, асӑрханса — «Сталинград» сӑмаха калама пуҫласан, ҫав туртӑм чуна ыраттаракан тунсӑха куҫрӗ, госпитальте ним тумасӑр пурӑннипе тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ. Алексейӑн пӗтӗм чун-чӗри, пӗтӗм кӗлетки лере, Тӑван ҫӗршывӑн пурнӑҫне татса паракан ҫапӑҫусем пулса пынӑ ҫӗре туртӑнчӗ. Пӗтӗм сӑрт ҫийӗпех снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ, кӑшкӑрнисем тата йынӑшнисем илтӗнеҫҫӗ. — Эсӗ мана комвзвод ӑҫтине кала, неччу хӑратма унта! Вӗт эпӗ иккӗленсе тӑмастӑп, сирӗн аҫӑра эпир часах шыраса тупатпӑр! Пирӗн дача улпутӑн икӗ колоннӑллӑ, икӗ лутра флигеллӗ йывӑҫ ҫуртӗнчеччӗ; сулахайри флигелӗнче обойсем тӑвакан пӗчӗкҫеҫ фабрикӑччӗ, эпӗ унта пӗрре мар кӗрсе курнӑ: ырхан та тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ вунӑ ача йывӑҫ рычаксем ҫине сиксе хӑпараҫҫӗ те тӑватӑ кӗтеслӗ прессене пусараҫҫӗ, ҫапла вӗсем хӑйсен кӑптӑрмӑш кӗлеткисен йывӑрӑшпе тӗрӗллӗ хут листисем ҫапса кӑлараҫҫӗ. Ҫитет, вӑхӑт ҫитӗ ҫакна вӗҫлеме: пӗтех, чунӑм! кайса сикетӗп вакка, шыраса та тупаймӑр!» Анчах халь ҫавӑн пек парӑмсене тӳлесе хӑтланни вӑхӑтлӑ мар. Хуҫа пурӗпӗр нимӗн те ӑнланас ҫук. Вӑл вӗсене чулпа пеме пуҫларӗ, анчах пӗрне те тивертеймерӗ. Пирӗн хуторта ун пек ҫӳреме юрамасть, кулаҫҫӗ, ытти ҫӗрте ӑҫта-ха? Чӑннипех калӑр, эсир хӑҫан та пулин «Британи» ҫинче боцман пулнӑ-и? Ну, мӗнле сан шутпа, унта пӗтӗмпех тӗрӗс-и? — Закон хушнисене пӑхӑнас пулать! Анчах ҫак сӑмахӑн вӗҫкӗнчӗклӗхне ҫеҫ ҫапса сирӗр, унтан вара мӗн тӑрса юлӗ-ши. Унсӑр пуҫне халь унта яланах Динго выртрӗ. Кок ун патне ҫывхарасран асӑрханса ҫӳрерӗ. — Ҫапла. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ вӑл. Ҫапла-и? ыйтса пӗлме хаям-ха, — тесе хучӗ. Полк командирӗ гимнастёрка ҫаннине антарчӗ. Вӑл вара ҫумӑр иртсе кайичченех ним те тумасӑр, хускалмасӑр ларма шутларӗ. Ун ҫинчен мӗнле хӗр тесе шухӑшлӗ-ши вӑл, мӗнле ӑс-хакӑллӑ тейӗ-ши? Ҫапла тумалла та. Халӗ — каяс умӗн пӗтӗмпех вӗҫленӗ. Ухтару нимӗнех те паман. «Ах, сирӗн аппӑр мӗн тери аван вылять!» Тӳремлӗх вӗҫӗнче шывлӑ капмар анлӑшӑн хӗвеллӗ вӗтӗ-вӗтӗ хутлӑхӗ вылять, — унталла мӗн пур каналӑн кукӑрӑлчӑк йӗрӗсем тӑсӑлаҫҫӗ. Ыттисенчен ман пата ҫывӑхарах тӑракан ҫынсем, вӗсен ҫи-пуҫӗнчи тумтирӗсем тӑрӑх шутласан, чаплӑрах та паллӑрах ҫынсем пулмалла. Ман юмахӑм икӗ сӑмахпа пӗтет. Улпутсене пӗрле ҫапса хуҫӑпӑр. Хама ирӗксӗрлесе, чӗре хушнине итлемесӗр ҫынна хӑйӗн пек ӳкересшӗн пултӑм. — Пӗрмаях — ох та ох, турӑ та турӑ теҫҫӗ, хӑйсем пӗрех май укҫа пухаҫҫӗ! — чарӑнма пӗлмесӗр калать Ардальон. — Мӗн пӑхатӑн? Фабзавучра юлашки вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чух вӑл ҫаврака питлӗ, ҫирӗп ӳт-пӳлӗ хӗрача пулнӑ, ашшӗн ӗҫе ҫӳремелли ҫуланса пӗтнӗ пиншакне тӑхӑнса унӑн ҫаннисене тавӑрса, мӑнкӑмӑлланнӑ пек пулса ҫӳренӗ, анчах халӗ вӑл пачах та урӑхла пулнӑ ӗнтӗ. Ҫулсене пурне те ҫарсем йышӑннӑ. — Мӗншӗн-ха кунта Сталин? — Эсӗ — кам? — тесе ыйтрӗ вӑл тата тепӗр хут. — Э, клентӗр пӗҫерекен, рабочи. Тӗлӗнмелле. Рабочи тӗслӗ мар-ҫке. Мӗне пӗлтерет ку? Сӑмахӗсем унӑн хумхануллӑн янрарӗҫ, ман ҫине вӑл шанмасӑртарах, хӑратса пӗтернӗ ҫын пек пӑхрӗ. Эпӗ кӗскен хам ҫинчен каласа патӑм: — Ав епле? — хуллен тӗлӗнсе илчӗ вӑл. — Никам та хускатмасть вӗсене, — терӗ хыҫалта тӑракан Юргин. Мӗн тӗрлӗ кӑна штрафсем шутласа кӑлармарӗ вӑл! — Сильвер ҫине, сэр, — ответлерӗ ӑна капитан. Чӗтӗрекен пӳрнисемпе вӑл татах хайхи авалхи пергамент хутне ярса тытрӗ. Хӗрарӑмӗ эпӗ — вӗренменскер, суту-илӳпе пурӑнатӑп, хам ухмахӑмпа нимӗн те пӗлместӗп… Шырланпуҫри пысӑк та пӗчӗк ӗҫсемпе тулнӑ кун ҫакӑнпа иртсе кайрӗ. — Ерофей Кузьмич! Ӗлӗкрех, пысӑк уяв кунӗсенче, Соломон та Изида храмне пыра-пыра ҫӳренӗ, ама-турра парнесем те кӳнӗ, Египет фараонӗ хыҫҫӑн иккӗмӗш пулса, унӑн чи аслӑ мӑчавӑрӗ ятне те йышӑннӑ. — Хӗрарӑм хӑна ҫине пӑхса илмесӗрех тухса кайрӗ. Тарас Фома ҫине лӑпкӑн, ытахаллӗн пӑхнӑ. Анчах та вӑл пурнӑҫӑмра ӗмӗр асӑнмалли, тӗлӗнмелли асаилӳсем упраса хӑварчӗ! Шӑл хушшине хумалли нимӗн те пулмасан — сахалтарах туртма тытӑнӗҫ акӑ. — Ниме те кирлӗ мар япала ҫинчен калаҫатӑн, — сӑмахран пӑрӑнса хуравларӗ Андрей. Ҫакӑн хыҫҫӑн асаплантаракан шӑплӑх пуҫланчӗ. Авалхи Китай летопиҫӗнче ун ҫинчен ҫакӑн пек каланӑ: «Хипе Хо астрономсем, пӗтӗм ырӑ ӗҫе манса, виҫесӗр ӗҫме пуҫланӑ, хӑйсен ӗҫне пӑрахса, хӑйсен ятне янӑ. Хӑй ҫине никам та пӑхманнине кура, Воропаев шӑппӑн тӗттӗм пусма ҫинелле тухрӗ те сада анчӗ. Ӑшӑ кӑмака ҫинче выртса ирттернӗ! Пӗрремӗш престона пӗлетӗр-ши эсир? Вӑл ҫӳхе батист кӗпе, ирхине тӑхӑнакан хӳхӗм курткӑпа феска тӑхӑнчӗ, чӳрече шторӗсене антарма памарӗ, апат ҫиесрен тытӑнса тӑма кирли ҫинчен йӑпанчӑклӑн ӳкӗтлерӗ. Вӑл шарт сиксе илчӗ те пашӑлне ярса тытрӗ. Хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ: халтан кайнӑ хашкакан йытти канаври сивӗ шыва чупса кӗчӗ те ӑна лаклаттарса ӗҫме пуҫларӗ. — Ку ним те мар. — Ҫук, эсир итлӗр-ха. Куҫӗсене чарҫа пӑрахса, ҫӑварӗсене карса, мӑйӑхӗсене хускатма хӑяймасӑр, шак хытса тӑчӗҫ козаксем. Ҫав тери сехрисене хӑпартнӑ-мӗн ҫак тӗлӗнтермӗш. Кала, лашасене ҫавӑрччӑр… Шкул ачисем пӑчланнӑ геройсене пит хисеплесе асӑна-асӑна килесене саланса кайрӗҫ. Эп сана пӑвса пӑрахатӑп!.. — Уху! Эпӗ сирӗн тусӑр вырӑнӗнче пулсан, вилнӗ халлӗнех юлӑттӑм. Сивӗ шыв ӗҫнипе унӑн пырӗ ыратма пуҫларӗ. Вӑл вара, пӗр аллине хӗвне чиксе, каялла вӗҫтерчӗ те пӗр самантрах куҫран ҫухалчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эсир тӑшман еннелле каякан снаряд шӑхӑрнине илтетӗр, ҫӑра тӗтӗм, тар тӗтӗмӗ хупласа хурать сире, вӑл платформӑна, ун тӑрӑх уткаласа ҫӳрекен матроссене хупласа хурать. — Эп вара акӑ ун аллине чӑмӑртамашкӑн хӑю ҫитерейместӗп. Олеся хӑй шиклӗхне ҫӗнтернӗ те чиркӗве килнӗ; ҫитессе вӑл служба варринче кӑна ҫитнӗ, тӑрасса та чиркӳ пӑлтӑрӗнче ҫех тӑнӑ, апла пулин те кӗлӗри мӗнпур хресчен ҫийӗнчех асӑрханӑ ӑна. — Ӑна Талькав сыхласа хӑварчӗ. Аэлитӑн карланки чӗтренчӗ. Пусма ҫинче тӑпӑртатни, шӑппӑн кулни илтӗнчӗ. Ҫакӑн пек темиҫе кун иртсе кайрӗ. — Бекки, сансӑр пуҫне эпӗ урӑх никама та пӗлесшӗн мар, — терӗ вӑл ерипен. Хирӗҫ нимӗнле сасӑ та пулмарӗ. — Ытла та ачаш иккен эсир! Ман ҫумма ларса темӗн ҫинчен сӑмах пуҫларӗ, анчах эпӗ йӗрӗннӗ пек пулса ӑна чартӑм та Таньӑна итлем пек туса ҫаврӑнса лартӑм. — Киле?? — ответлерӗ те Марья Николаевна сӑмаха тӑсарах, чӗлпӗре пуҫтарса тытрӗ. Аэлита ун урисем тӗлне пӗшкӗнчӗ, пуҫне — унӑн чӗр куҫҫисем ҫине, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, урӑх хускалмасть. Татаринов капитанӑн экспедицийӗпе биржа ӗҫӗсенче мӗнле ҫыхӑну пур, тесе ыйтрӑм эпӗ. Ай, кунта ман карчӑксем урсах мана штурмлама тытӑнчӗҫ: Атаманчуков карчӑкӗ туйипе те хӑмсарчӗ, ҫапасшӑнччӗ, юрать-ха, вӑхӑтра пӑрӑнтӑм, атту ҫамкана Голланди хур аҫинне пек мӑкӑль тухса ларатчӗ! — Тавтапуҫ, Дик! — терӗ вӑл ҫирӗп сасӑпа. Каярахпа ҫынсем урӑх ҫӗршывалла суту-илӳ тума ҫӳре пуҫланӑ, вӗсем ӗнтӗ хӑйсем туса хатӗрленӗ таварсене хӑйсене кирлӗ ытти урӑх япаласемпе улӑштарнӑ. Сунарҫӑсем хӑйсем тытнӑ тискер кайӑк тирӗсене хӗҫпӑшал таврашӗпе, йӗс савӑт-сапасемпе улӑштарнӑ; хресченсем тырӑ тие-тие кайса пир-авӑрпа, тӗрлӗ хитре сулӑсемпе, мӑй ҫыххисемпе улӑштарнӑ. Тутисем ҫинче пӗрмаях ӳпкевлӗ кулӑ выляса тӑнӑ. Кӗнеке ячӗсем ҫаплаччӗ: «Ӗлӗкхи вӑрҫӑри сунарҫӑсен пултарулӑхӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем», «Юрий Милославский», тепри — «Ҫыру ҫырма вӗренмелли кӗнеке» ятлӑччӗ. Юлашки кӗнекин хуплашки ҫине хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ, аллине хур шӑмми тытнӑ мӑйӑхлӑ йӗкӗт сӑнне ӳкернӗччӗ, унтан кӑшт ҫӳлерех, сенкер ҫаврашкара хӗр сӑнӗ пурччӗ. Вӑл ӑнсӑртран юнланнӑ хӑлхине тӗкӗнчӗ, унтан: «Эхе!» терӗ те каллех мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Ҫапах та, тӑванӑм, эсӗ ман хӑлхана майлӑ лектернӗ. Вут хутакана куҫарнӑ Купрӗне, вут хутакана!» Пурте Уэлдон миссис хыҫҫӑн кӗлӗ сӑмахӗсене каласа пычӗҫ; турра хӑй умне тин кӑна тӑнӑ ҫынсемпе ырӑ чӗреллӗ пулма ыйтрӗҫ. Эсӗ те, тенор, ан тавлашса тӑр. Мӗнрен япӑх эпӗ, кала! Кун хыҫҫӑн вӑл мана икӗ кӗпҫеллӗ пистолет тыттарчӗ. Машина пӗр минутлӑха чарӑнса тӑчӗ те, кабинӑран хӗр-почтальон сиксе тухрӗ. «Аван, ывӑлӑм! Пурне те мана туянтарнӑ пек тӳпке. Никама та алран ан вӗҫерт! Вӑл аран пит ҫукаласа урӑх тум тӑхӑнчӗ, унтан хӑвӑрт кӑна пӗрремӗшпе иккӗмӗшне ҫирӗ те, кивӗ ҫемҫе диван ҫине ларса, кран айне бидонпа лартнӑ кӗсел сивӗнессе кӗтсе илеймесӗрех ҫывӑрса кайрӗ. Нихӑҫан та манас ҫук ҫакна: вӗсен умӗнчен иртсе пыраттӑм та ҫапла, тепле майпа эпӗ чӳречерен пӑхрӑм; Тата ҫынсем — улӑпсем. Хам шухӑшласа хунӑ тӑрӑх, манӑн кунта хула енчен килсе тухмалла, ҫырма хӗрринчен мар. Ӑнланма ҫук! Хуҫисем пӑрӑнччӑр кӑна е ҫывӑрса кайччӑр кӑшт, вӑл тӳрех хӑрах уран сиккелеме, аллисем ҫинче чул сиктерме тытӑнать. Вӑл кайри урисем ҫине тӑрсан, София ашшӗнчен, самаях пысӑк та мӑнтӑр ҫынран та ҫӳллӗрех пулӗ, анчах та вӑл, путсӗр, кайри урисем ҫине тӑма пултараймасть. Вӗсем халӗ тӗксӗммӗн пӑхаҫҫӗ-ха, анчах кӑшт ҫеҫ кулма пуҫларӗҫ ӗнтӗ: кӑвакарнӑ тутисем ҫинче те ҫавӑн пекех кӑшт ҫеҫ кулӑ палӑрчӗ. Пурте ҫавӑн пек вӗсем, тусӑм, сан пиҫенӳ пек. — Ҫук, — терӗ Инсаров: — паянхи кун эпӗ уҫӑлса ҫӳреме пултаратӑп. — Мӗнле, амӗш, э? — терӗ. Хӗвелтухӑҫ енче кӑваккӑн курӑнса тӑракан тусем — Калабри тӑвӗсем пулнӑ! Пеночкин господин вӑрман ҫитӗнтерес ӗҫ ҫине вырӑссем пек пӑхать, вӑл вара мана ҫавӑнтах, хӑй калашле, питӗ тӗлӗнмелле тӗслӗх каласа пачӗ: пӗр шӳт тума юратакан помещик, каснӑ пирки вӑрман ҫӑралса пыманнине кӑтартса парас тесе, хӑйӗн вӑрман хуралҫин ҫур сухалне тӑпӑлтарса пӗтерсе ӑна ӑс-тӑн кӗртнӗ пулать… Ҫулӑм хыр лӑссине хыпса илчӗ те, ҫил вӗрнипе ҫатӑртатса, чӑшлатса ҫунма пуҫларӗ. Симурденӑн ҫилленсен ҫамки ҫинчи нихӑҫан та пӗтмен пӗркеленчӗк татах та пысӑкланчӗ, анчах, асӑрхаттарни чӑнах та вырӑнлӑ тесе пулас, вӑл Дантон енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатакан кӑтра пӗлӗтсем ҫине пӑхмалли те ҫук — куҫа шартарать, ҫав пӗлӗтсем енчен самолётсен моторӗсем кӗрлени ҫурхи нӑрӑсен сасси пекех илтӗнет. Каллех хуллентерех утма пуҫларӗҫ. Лу манӑн пултӑр тесе каласшӑн эпӗ. Пӗр-пӗрне юлташла саламларӗҫ. — Сирӗн преосвященство, господин кардинал, тӗрӗслӗх — христиан тӗнӗн ырӑ енӗсенчен п-пӗри пулать! Тепӗр тесен, мӗншӗн-ха эсир хӑвӑр унран ыйтса пӗлесшӗн мар: вӑл акӑлчанла калаҫать кӑштах. — Кӗрешӗпӗр акӑ. Анчах ҫук: пӑхатӑп, вӑл кратерӑн чи варринче, Плутон статуйӗн пьедесталӗ евӗрлӗ пӗр пысӑк чул умӗнче урисемпе аллисене сарса пӑхса тӑрать. Юланутлӑ ҫын пӗчӗк кӗнекине каялла илчӗ, хучӗсене пӑхса тухрӗ, вара чӗнмесӗр хулпуҫҫине ҫӗклерӗ; вӑл тем ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, ахӑртнех, тӳрре тухасшӑн пулчӗ пулӗ, тен, тата хутора тепӗр хут кайса килме ирӗк ыйтрӗ-тӗр. Вӑл унӑн ҫӳҫен шӑршине сисет, тӗттӗмрех ӑна унӑн куҫӗсене курнӑн туйӑнать. Сад кӗтессинче ӳссе саркаланнӑ тӗксӗм ҫулҫӑллӑ магноли чечекӗ, ун ҫине пур енчен те сӗт пек шурӑ ҫулҫӑсем сапнӑн туйӑнать. Вӑл хӑйне темиҫе чӗлхе пӗлекен ҫын пекех тыткалать: ҫавӑн пек ҫын ҫул ҫинче чӗнмесӗр пыракан юлташӗпе яланах калаҫма пултарать. — Эпӗ хам мӗн хушнине улӑштармастӑп, — терӗ вӑл, — анчах ҫав укҫасене илме чӑнахах та чӑрмав пулсан, вара, ним тума та ҫук, Хабаровкӑранах кирлӗ чухлӗ укҫа илӗн. — Ара, мӗнрен тухса кайрӗ ку, турӑшӑн та? — О, сеньор, ҫапла! Амӑшӗн вырӑнӗ патне слободкӑри полицейски Федякин пырса тӑчӗ; пӗр аллине карттусӗ патне тытса, тепринпе амӑшӗн пичӗ ҫине кӑтартса, куҫне хӑрушлатса пӑрахса:— Ку вӑл унӑн амӑшӗ, ваше благороди! — терӗ. Пӑх-ха мӗнле командӑсем парать вӑл: е ӑна «Павка» тени килӗшмест, е «ан вӑрҫ» тесе хушать», — шухӑшларӗ вӑл. Хавхаланса калаҫнисем илтӗнчӗҫ: «Мӗн эс, хӑлхасӑр мар пулӗ те?..» — Эпӗ хӑйне пӗлместӗп, анчах ӑна пит мухтаҫҫӗ. — Ҫук ӗнтӗ, тавах сире: вӑл вӗт эп юратнӑ пек вӗтетсе пама хӑйсӗр пуҫне никам та пултарайманнине пӗлнӗрен ҫакнашкал усал. Арҫын — пурне те алӑра тытса тӑракан хуҫа. Вӑл кардинал Монтанелли пулать те ӗнтӗ. Вӑл, кӑкӑрне карӑнтарса, шӑлӗсене ҫыртса, сюртук аркисене сирсе янӑ та икӗ аллине икӗ кӗсьине персе чикнӗ… Ҫакӑн пек чух, йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе авкаланса, шӑнкӑртатса юхакан шыв хӗрринче, пӗчӗкҫеҫ пляж ҫинче темиҫе лётчик хӗртӗнсе выртнӑ. Март уйӑхӗнчи хӗвел япӑх ӑшӑтать-ха. — Унта юлмашкӑн-и? «Мӗн тетӗр эсир!» Пичӗ илемсӗрленсе кайрӗ. Анчах вӑл хуллен:— Эпӗ нимӗн те калама пултараймастӑп, — терӗ. Иверски хапха патӗнчи приказнойӗнне шлепкине чӗркуҫҫи ҫинченех вӑрларӗҫ те шлепкешӗн казачок ташлаттарчӗҫ; Шӑп ҫак минутрах карап ҫинчен тупӑ пенӗ сасӑ кӗрлесе кайрӗ. Ку сасӑ пӗтӗм утрав тӑрӑх янраса сарӑлчӗ. Анчах хӗвел анасси тата икӗ сехет юлнӑ-ха. — Вула, вула, ятарласах сана валли ҫырнӑ, — ҫине тӑрсах тепӗр хут каларӗ Комиссар. Меркурий ҫинчи япалан йывӑрӑшӗ те Ҫӗр ҫинчинчен тӑватӑ хут пӗчӗкрех: 60 килограмм йывӑрӑш ҫын Меркурий ҫинче пурӗ те 15 килограмм кӑна туртать. Пӑрахутран анмалли хӑмасем тӑрӑх матрос пӗр бензинлӑ пичке кустарса анчӗ, эпӗ ӑна капитана чӗнсе килме сӗнтӗм те, тепӗр минут иртсен палуба ҫине, кӑвак спецовка тӑхӑннӑ пӗр чипер сӑн-питлӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхи каччӑ, ҫупа вараланнӑ аллисене ҫӗтӗк-ҫурӑкпа шӑлкаласа, тухса тӑчӗ. — Ах, Настя, эсӗ пӗрмаях ҫапла вара вак-тӗвексем ҫинчен каласа чуна вӗчӗхтеретӗн! Куракан ҫынсем малтанах ӗҫ мӗнле пӗтессине шаннӑ пирки, тӗлӗннипе нимӗне уямасӑр пӑхса ларнипе, мексиканец ура ҫинче тӑнине те манса кайнӑ. — Епле тырӑ ҫук тесе калаҫатӑр-ха эсир? Кашни кӗтесрех чарӑна-чарӑна тӑнӑ вӑл, пӗрер стакан ӳпӗнтернӗ те, хӑй ирӗкре вӗҫсе ҫӳрекен кайӑк пек ирӗккӗн ҫӳренине туйса илсе, хытса ларнӑ ывӑҫ тупанӗсене сурчӑкпа йӗпетнӗ те, туртасене хаваслӑн ярса тытса, пӗчӗкҫеҫ урапине малалла тӗртме тытӑннӑ. Пӑртак тӑрсан, Том Бекки аллинчи ҫуртана илнӗ те ӑна сӳнтернӗ. — Пӗлтӗр ман арӑм ярмӑрккара турчка туянчӗ; вӑтӑр пус парса илчӗ, аплах мар… кун пекех ыраттармасть…» Англин мӗнпур флотӗнче те «Клейморӑнни» пек тӗреклӗ корпуслӑ карап пулман, ҫапӑҫура та вӑл тепӗр фрегатран кая тӑман. — Вӑл тӳрех устава пӑсни пулать. Мӗнтен кая? — Эпӗ типтерлӗ, ырӑ ӗҫ тума вӗрентнӗ ача пулса ӳсрӗм, катехизиса та пӗр сӑмаха тепринчен уйӑрса илмелле мар пуличченех пӑхмасӑрах темиҫе хут калама вӗренсе ҫитнӗччӗ. Катаран начартарах куракан ҫын сӑмси ҫине куҫлӑх вырӑнне комиссар ҫӳрекен бричка кустӑрмине лартса ярса пӑхсан та — ӑнланса илейрес ҫук вӑл мӗн иккенне. Эпӗ ӑна вӗсем нимӗн умӗнче те чарӑнса тӑман хӑюллӑ ҫынсем пулни ҫинчен каласа патӑм. Чухӑнлӑхпа хӑйсен айӑпӗсене пула вӗсем хӑйсен тӑван ҫӗршывӗсенчен тухса тарнӑ. Эпӗ, тытӑнсан, сана часах вӗрентетӗп», — тенӗ Алексей. Ҫаксем пурте унӑн кӑмӑлне ҫемҫетекен япаласем пулчӗҫ. Мӗн тӑвам? Электрик тавлашӑва хутшӑнмасӑр тӑчӗ, анчах Таля ӑна сӑмах хуштарчех. «Мӗнле тӑшман илсе кӗчӗ унта сана?» — Юлашки ӑҫта? — Ӑҫтине пӗлместӗн-им? Кам вӑл? Ну-ка, пурӑн? Ҫӑра та хура ҫӳҫӗнче кӑвак пӗрчӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Нумайччен хускалмасӑр тӑнӑ вӑл, юлашкинчен хӑйӗн ҫаннин хутламӗнчи хут тӗрки ҫине пӑхнӑ; хут тӗркине вӑл кӑларса салатнӑ, унӑн куҫне аллӑ тенкӗлӗх лӳчӗркеннӗ темиҫе хут укҫа курӑнса кайнӑ. Ҫакӑн пек хальхи вӑхӑтра чура суту-илӗвӗ. — Ҫисе тӑрантӑм. Воропаев ун ҫинчен тӳрех ҫапла шутласа илчӗ: тен, ҫак кахал ҫын та колхоз обществи умӗнче хӑйне урӑхларах, хӑйне пӗлмен енчен кӑтартасшӑн пулӗ. Старикӗн хаяр калавӗсене хирӗҫ вӑл йӳҫҫӗнтерех кулса ответленӗ: — Хуть те мӗн кала; эпӗ Алешӑна лайӑх пӗлетӗп, ун пек ҫын ҫумне япӑххи ҫыпӑҫас ҫук, лайӑххи хушӑнас ҫук. — Тӗрӗс каларӗ вӑл сан ҫинчен: эсӗ хӑрах куҫпа пӑхатӑн. Шӑпах пирӗн умра карап якорь ҫинче тӑракан вырӑн икҫӗр-виҫҫӗр фут ҫӳллӗш сӑртпа пӗрлешсе каять, ку сӑрт ҫурҫӗр енче Подзорная Труба тӑвӑн кӑнтӑр енчи айккипе пӗрлешет, кӑнтӑр енче скалаллӑ сӑрт пулса каять. Ӑна вара Бизань-мачта тесе ят панӑ. Эпӗ ӑна чемодана илсе юлма, лавне каялла яма хушрӑм та хам кил хуҫине чӗнетӗп — сас паракан ҫук, шаккатӑп — хирӗҫ тухакан ҫук… Пӗчӗк доктор сасси тытӑннипе кӑшкӑрса калаҫать, такама револьверпе те хӑратса пӑхрӗ вӑл. — Атя! — терӗ вӑл, савӑнса. Амӑшӗ те ирӗксӗрех ура ҫине тӑчӗ. Лёля ҫывӑрать-и? — Ырӑ мар хыпарсем пур-и-мӗн? Ҫав тек юратса кӑна ҫӳрекен ырхан этем, аллинчен туя пӑрахманскер, ҫивӗч куҫлӑскер, хӑйсен ӗҫӗнчен ытларах тупӑш илесшӗн тӑранми ҫӑткӑнлӑхпа хыпса ҫуннӑ. — Ӗҫсем сирӗн мӗнпе вараланнӑ вара? — ыйтатчӗ старик. Ун куҫӗ умӗнче кӗмӗл ҫиппе илемлетсе ҫӗленӗ йӑмӑх хӗрлӗ ҫуха, шпага курӑннӑ пек туйӑнса кайсанах, вӑл чӗтрене ерчӗ. — Хо! Эпир пӗрер стакан ӗҫрӗмӗр, ҫав вӑхӑтра старик пире пилӗк таран пуҫ тайса тӑчӗ: «Халь ӗнтӗ эпир кайма та пултаратпӑр пулмалла, — тесе асӑрхаттарчӗ манӑн ҫӗнӗ тусӑм. Мана тата хӗҫпе амантрӗҫ, анчах вал та аптрасах каймасть. Лукашка, мӑйне тӑсса, ҫав пӗренене тимлӗн сӑнама тытӑнчӗ. Инсаров тинӗс ҫине инҫетелле, Елена кӑтартнӑ еннелле, тинкерсе пӑхрӗ. Вара пӗррехинче — ку июлӗн 17-мӗшӗнче пулчӗ — Бенедикт пичче кӗҫех энтомологсенчен чи телейли пулса тӑратчӗ. Выҫӑ вилсе выртасси ҫеҫ юлать. Тӗксӗмрех каҫхи ҫутӑ Пӑванан кулма юратакан мӑнкӑмӑлларах пит-куҫне тата ҫӑварӗ тӗлӗнчи тарӑн йӗрсене кӑшт витсе хупланӑ. — Эпӗ пӗлместӗп, — терӗ вӑл, аллине кӑштах сулса. Хӑйӗн ҫӗрпӳртне ҫӗрле тин пырса кӗрсен, Мересьев ҫывӑрса каяймарӗ. Анчах пӗлӗтрен-мӗнрен пӗлтересси те, аслатипе тӑвӑл пуласса сунтараканни те нимӗн пулмарӗ, пӗртен пӗр ӑрӑм вӑл: «Турцiа ке падне — 1876» тени кӑна шанакан ҫынсене кӑна мар, чи шанманнисене те тӗрлӗ май шухӑшлаттарса пӑтраштарчӗ… Кандов ахальтен кӑна чӳречерен пӑхса тӑчӗ, Рибарицӑри темле ту сӑмсахне тинкерчӗ. Кӗчӗ те, шухӑша кайнӑн, урай варринче чарӑнса тӑчӗ, ҫӑварне карса, мачча ҫинелле пӑхкалама тытӑнчӗ. Е эсӗ вӗсем патне хӑнана час-часах ҫӳретӗн-и? Пурнӑҫӑн мӗнпур пӑрнӑҫӗсене юрӑхлӑ правилӑсем туса, вӗсем тӑрӑх пурӑнас шухӑш мана килӗшрӗ, ансат та чаплӑ ӗҫ пек туйӑнчӗ, эпӗ унпа пурнӑҫра усӑ куратӑпах тесе шутларӑм, апла пулин те ӑна халех тума кирлине маннӑ пек пултӑм, ку ӗҫе тӑвассине шавах вӑраха хӑварса пытӑм. Эпӗ сержант, Шерш-Меди ятлӑ урамран. — Тарас пулать!.. Вӗсем тарӑхмасӑр-тумасӑрах тавлашаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра Ромаҫ мана каласа пырать: — Ҫӗр кунта пирӗн патринчен, Украинӑринчен, начартарах, анчах ҫынсем — лайӑхрах. Пӗрле ташланӑ пысӑк хӗр ҫаврӑм тунӑ чух мана асӑрхарӗ те, каварлӑн йӑл кулса, — кукамай кӑмӑлне тупас шутпа пулас, — ман патӑма Соньӑна тата княҫӑн йышлӑ хӗрӗсенчен пӗрне ертсе пычӗ. Хирурги академинче вӗренекен студентсенчен хӑшӗ-пӗрисем унта чупрӗҫ. Вӑл нумайччен манран тӗпчет, юлашкинчен вара пит хавасланса каласа парать: — Ухмах, вӗсем ҫуралнӑскерсем мар вӗт, вӗсене тунӑ, вӗсен кӑваписем ҫук эппин! Алӑкне питӗрчӗ те, хӑй ватӑ князь арӑмӗ пуласси ҫинчен шухӑшласа, ӳлесех йӗрсе ячӗ. Мана ҫаптараҫҫӗ, вӑл пулатех пулӗ ӗнтӗ, мана шкулта та ку таранччен пӗрре те хӗнеменччӗ. — Суранланнӑ пулас, анчах суранӗ йывӑр-и, йывӑрах мар-и — эпир пӗлместпӗр. — Тепре ташласа пӑхар: хоп-хоп, яра пар! хоп-хоп, яра пар! хоп-хоп, хоп! Халӗ вӑл курӑнмасть. Мана ҫапла туйӑнать: уйрӑм ҫын ӑсӗ аталанасси ӑрусен ӑсӗ аталанакан ҫулпах пулса пырать, тӗрлӗ философиллӗ теорисен никӗсне хывӑннӑ шухӑшсем ӑсӑн уйрӑлми пайӗсем пулса тӑраҫҫӗ; анчах кирек кам та ҫав философиллӗ теорисем пурри ҫинчен пӗличченех вӗсене мӗн чухлӗ те пулин тӗшмӗртетех. Ҫав вӑхӑтрах Андрей ури айӗнче пӗринчен тепри пӗчӗкрех ача-пӑчасем вӑшӑлтатма пуҫларӗҫ… Ҫак асӑрханӑ йӗрсем пуҫран тухма пӗлмен пирки вӑл, портрета айккинелле лартса, тахҫанах Психея пуҫне эскизла ӳкернӗ пире шыраса тупрӗ. Пӗчӗк те ырханкка табельщик пуҫне каҫӑртса, мӑйне сулахаялла пӑрнӑ та, мастерӑн кӑмӑлсӑр сӑн-питӗнчен пӑхса, сухалне чӗтрете-чӗтрете хӑвӑрт калаҫса пырать. Тытса чарма ҫук йӗксӳ килни аптӑратса ҫитерчӗ ӑна, унӑн питне-куҫне чирлӗ ҫынӑнни пек пӗркелентерсе ячӗ. — Пирӗн халь пӗр задача — ҫӑлӑнса юласси, ҫак йывӑр вӑхӑта пурӑнса ирттересси. Ҫӗнӗ ҫул парни. Эпӗ Анна Дмитриевнӑна пӗле пуҫланӑ вӑхӑт тӗлне ун ҫуртӗнче крепостнойсем шутӗнчен кантура ӗҫлеме илнӗ Митюша пурӑнатчӗ, вӑл патне яланах помада сӗретчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса янӑччӗ, черкессенни евӗрлӗ сюртук тӑхӑнатчӗ, апат вӑхӑтӗнче Анна Дмитриевна пуканӗ хыҫӗнче тӑратчӗ, Анна Дмитриевна Митюша умӗнче французла каласа, хӑнасене унӑн хитре куҫӗсемпе ҫӑварӗ ҫине пӑхма сӗнетчӗ, анчах сӳнсе пӗтмен хавхана аса илтерекенни нимӗн те ҫукчӗ. — Мӗн каларӗ тесе шухӑшлатӑн эсӗ? Пӗрремӗш хут эпӗ Донской монастырь тарҫине юратса пӑрахнӑччӗ. Хатӗрленсе ҫитсен, пичче ҫапла каларӗ: — Халӗ ӗнтӗ, япаласене антарма тытӑнар: эпир ӑна виҫӗ пая уйӑрса кашниех хамӑрӑн ҫурӑм хыҫне майласа ҫыхӑпӑр, эпӗ ҫӗмӗрӗлме пултаракан япаласем ҫинчен анчах калатӑп. Ытла та вӑйлӑ варвитти тапранса кайрӗ те — тытса чарма ҫук! Ку ҫапла иккенне Крэнкбиль ӗҫӗнче те, ытти паллӑрах процессенче те курма пулать. Ах тур анчах, мӗн тери ҫуйӑхашаҫҫӗ, ахӑлтатсах кулаҫҫӗ! Вӑл питӗ тӗлӗнмелле ӳссе ҫитӗннӗ; малтан ашшӗне юратнӑ, унтан амӑшне чунтан савнӑ та унран уйрӑлма та пӗлмен, кайран иккӗшӗнчен те, уйрӑммӑнах ашшӗнчен ытларах сивӗннӗ. Патша Ливан ҫурчӗн кӑнтӑр енчи кӗҫӗн алӑкӗсем витӗр тухнӑ чух сарӑ сӑран тумлӑ, лутрарах пӳллӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ, ӑмӑртарах тӗттӗм-хӗрлӗ питлӗ, хура ҫӑра сухаллӑ, вӑкӑр мӑйлӑ та лапсӑркка хура куҫ харши айӗпе сиввӗн пӑхакан темле ҫын картласа хунӑ унӑн ҫулне. Вӑл паллӑ ҫар генералӗ. — Пуласшӑн, анчах пӗри теприне чӑрмантармасть. — Сӗте мӗн чухлӗ шыв хушнине кӑтартакан прибор вӑл, — терӗ Николай Антоныч. — Юрӗ, — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатать вӑл. Каштанкӑна курсан вӑл сиксе тӑнӑ, ҫурӑмне мӑкӑртса кӑларнӑ, хӳрине ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ, ҫӑмне тӑратнӑ та унтан ҫавӑн пекех чӑшлатма тытӑннӑ. Вӑрлани вӑл теветкел ӗҫ мар. Ӑҫта-ха юлташ… Эпӗ мар ӑсран тухнӑ, эсӗ ӑслӑ ухмах пулма тӑрӑшатӑн, тӗрӗссипе вӑт мӗн калатӑп эпӗ сана! Кунта пурне те ӑнланмалла. Тепӗр кунне Корчагин япалисене хӑй юлташӗсем патне, депо ҫумӗнчи общежитие куҫарчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эрнерен Анна хваттерӗнче ӗҫмелли-ҫимеллисӗр вечер — Тальӑпа Николай туслӑ пурӑнӑҫ пуҫласа янӑ ятпа пухнӑ коммунистла улах пулса иртрӗ. Вӑл хӑй улталаттарасшӑн. Ку тӗрӗсмарлӑх мана калама ҫук хытӑ пӑлхантарса ячӗ, эхер эпӗ хам мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултарас-тӑк экзамен пама урӑх кайман пулӑттӑм. Калаҫасса вӑл илемсӗр те хӑрӑлтатакан сасӑпа пӗр тӑрлавсӑр, пӗр ҫыхӑнусӑр калаҫать (местоименисемпе нихҫан та усӑ курмасть), хусканӑвӗсем ҫын кулмалла, мелсӗр, вӑрт-варт, анчах ударенисене чуна тивмелле тунӑран тата илемсӗр шуранка пичӗ хутран-ситрен темле хурлӑхлӑ пек курӑннӑран, ӑна итленӗ чух ирӗксӗрех хӗрхенӳ, куляну туйӑмӗсем ҫуралаҫҫӗ. Тата сирӗн Тарбуски принчиппа та вӑл ыйтусем ҫинчен час-часах калаҫнӑ эпӗ… Хӗвел пӗлӗтӗн ҫуррине те хӑпарса ҫитмӗнччӗ, запорожецсем пурте ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса та тӑчӗҫ, Сечран хыпар ҫитрӗ: козаксем вӑхӑтлӑха тухса кайнипе усӑ курса, тутарсем Сеча йӑлтах ҫаратнӑ, ҫӗр айӗнче вӑрттӑн усракан вӑрҫӑ хатӗрӗсене чавса кӑларнӑ, юлнӑ ҫынсене пӗтӗмпех хӗнесе тыткӑна илсе кайнӑ, хӑваласа каякан выльӑхсемпе, лаша кӗтӗвӗсемпе тӳрех Перекоп енне ҫул тытнӑ. Эсир хӑвӑр та пӗлӳлӗх илесшӗн вӗт? Пӗчӗк ушкӑн Макҫӑма манахсен келийӗсенчен пӗрин крыльци ҫинче хӑварса, чан ҫапнӑ ҫӗре кӗмелли питӗрӗнчӗк алӑк умне ҫитсе тӑнӑ тӗле хӗвел те анма пуҫларӗ. — Ав мӗнле вӗрентеҫҫӗ Мельбурнри вӑтам шкулта! Малтан священник утса тухрӗ, виле ӑсатнӑ чухнехи кӗвӗсене янӑратса ун хыҫҫӑн тиечукӗ пычӗ. — Хальхинче ҫыхмалли бинтсем кирлӗ пулмӗҫ. — Тӑсӑку пур, мӗн калама, анчах ӑсран ытлашши мар… Таврӑнатӑр та телейлӗ пулатӑр, эпир те, ваттисем, сирӗн телейӗр патӗнче ӑшӑнӑпӑр-ха. …Ытла каҫа юлсан — ытла каҫа юлнине сехет ҫине пӑхнипе ҫеҫ пӗлме пулать, — эпир Заполярьерен вӗҫсе кайрӑмӑр. Хӑратӑп, ҫав ҫичӗ круга акса тырӑ тунӑшӑн мана йӗп ҫӑрти витӗр кӑлараҫҫех, кулак шутне кӗртсе хураҫҫех. Ыттисем те ҫак сӑмахсенех пӗр харӑс темиҫе хут кӑшкӑрса каларӗҫ. — Ме эппин, анчах ӗҫӳ сан харама каять, — килӗшрӗ Давыдов. Унӑн хваттерӗ ытлашши пысӑк пулман, анчах вӑл илемлӗ те чаплӑ япаласене ҫав тери юратни курӑнать, ку Галлипе Риккардона хытӑ тӗлӗнтерчӗ. Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах ҫыхӑннӑ май, хам ачасен ҫуртӗнчен мӗншӗн тухса тарнине ӑна пӗтӗмпех каласа памалла пулчӗ. — Кунта ӑнланмалла марри ним те ҫук, йӗкӗт. — Ҫак хаклӑ тавара алла илмелли ҫеҫ юлчӗ эппин? — сӑмах хушрӗ Гаррис. Вӗсем пурте сунчӑк пысӑкӑш сап-сарӑ шлепкесемпе ҫӳреҫҫӗ, сюртуксемпе жилетсем тӑхӑнмаҫҫӗ вара; пӗр-пӗрне сума сумасӑр Билл, Бак, Хэнк, Джо, Энди тесе чӗнеҫҫӗ, сӑмахсене тӑсса, мӑраннӑн калаҫаҫҫӗ. Эпӗ пуринчен малтан брезейт кимӗ куртӑм, тӗрӗсрех каласан, вӑл кимӗ пулнӑ иккенне тавҫӑрса ҫеҫ илтӗм, икерчӗ пек лапчӑннӑччӗ вӑл, хӑрах аякки шывпа ҫийӗннӗ ҫӗр айӗнчен курӑнса тӑратчӗ, вӑл кимме ҫуна ҫине вырнаҫтарса лартнӑ. — Ҫук. Пӑхмастӑп. Ҫав хура сухаллӑ та савӑнӑҫлӑ, хӗрӗх ҫулхи мужик те ирӗксӗрех: «Мӗншӗн вӑл хуҫа мар, Петӗрӗ хуҫа?» тесе шухӑшлаттаратчӗ. — А-акӑ ка-айрӗ, акӑ кайрӗ — ка-айрӗ!.. — юрланӑ вӗсем тикӗссӗн, уявлӑн. Миките урисемпе пускаласа пӑхнӑ, пушшипе те тӗккеленӗ, анчах ниҫта та ҫул пулман. — Ҫапла, унпа пӗрле эпӗ те каятӑп. Ашшӗ килне таврӑннӑ ҫӗре хӗрӗ те, ывӑлӗ те пулман. — Вырт эсӗ, ҫывӑрса ил пӗртак. Практик, укҫа тума пӗлет… — Картла та лайӑх вылять, — каллех астутарчӗ Шубин. — Мана пӑхтар-ха! Чӑнах та вӑхӑт. Амӑшӗпе уйӑрӑлнӑ чухне вӑл ӑна ҫамкинчен чуптурӗ, амӑшӗ ӑна ыталаса илчӗ те, вӑл сисиччен, ҫурӑмӗ хыҫӗнчен виҫӗ хутчен пиллерӗ. Василий Иванович Аркадие хӑйӗн пӳлӗмне ӑсатса ячӗ те, ӑна: «вӗсенӗнни пек телейлӗ ҫулсенче хӑй курнӑ ырӑ канӑҫлӑхсене» сунчӗ. Пӗлетӗн-и, акӑ еплерех: урисене ҫӳлелле ывтӑнтара-ывтӑнтара та енчен енне тайкалантара-тайкалантара! Широкогоров эмел курӑкӗсене пухма юратакан ачасем ҫинчен, мамӑклӑ тискер кайӑксене тытма юратакан ачасем ҫинчен, сиплӗ курӑксем ҫинчен кала-кала кӑтартать, ҫаван пекех «Ҫӗнтерӳ» совхоз ачисем государствӑна пит ҫӑмӑллӑн та ансатӑн пулӑшма пултарасси ҫинчен те калать; вӑл каланисем пӗр вӑхӑтрах этемӗн илемлӗ пурнӑҫӗпе этем сывлӑхӗ ҫинчен каланисем те пулса тӑраҫҫӗ. — Эпӗ сирӗн умӑрта, — терӗ Елена: — тахҫанах тӗрӗссине каласа паманшӑн айӑплӑ… — Эсӗ, — пӳлчӗ ӑна Николай Артемьевич, — эпӗ сана пӗр сӑмах каласа хунипех пӗтерессе пӗлетӗн-и? Аманнисем яланах ӗҫес килнипе аптраҫҫӗ. Унпала калаҫма кӑмӑллӑ, вӑл Парижра нумай пурӑннӑ, Хӗвеланӑҫне пӗлет, анчах та эпӗ унпа лайӑх туслӑ пулассине шанмастӑп. Джон Мангльспа Гленарван каялла чакрӗҫ, хӑйсемшӗн пӑлханма пуҫланӑ тусӗсем патне пычӗҫ. — Вӑл аллине пырӗ патне тытса кӑтартрӗ. Унӑн пичӗ ҫинче ӗшеннин йӗрӗсем те ҫукчӗ: вӑл пӗлӗтри хаваслӑхпа йӑлкӑшса тӑратчӗ. Жидсем урамалла тухрӗҫ. — Парӑр-ха мана аллӑра, унсӑрӑн эсир мӗлке пекех, — терӗ кулса Воропаев; хӑй ҫавӑнтах хуллен асӑрхаттарнине илтрӗ: — Астӑвӑр, тем ҫумне пырса ан ҫапӑнӑр. Эсӗ каялла кайса пӑх, пӑккине шыраса туп… — Мӗнле вара ҫук? Ҫыхӑсем саланчӗҫ, ылтӑн йӑлтӑртатса илчӗ, ҫыхӑсем татах чӗркенчӗҫ; вӑл вара тутлӑ апат умӗнче ыттисем ҫинине пӑхса сурчӑкне ҫӑтса ларакан ача пек куҫне урӑх япала ҫине куҫарма пултараймасӑр пӗр тӗле ӑссӑррӑн пӑхса ларчӗ. — Мӗнле заявлени? — тӗлӗнчӗ Марина. Кам пулма пултарать. Каҫалапа Ерофей Кузьмич астуса илчӗ: ӗнер вӑл пилеш айӗнчи шӑтӑка тырӑ тата ытлашши пурлӑхне пытарнӑччӗ. Панталеоне каллех Падуйӑри драгунсем, Тарбуски принчип ҫинчен, подпоручик «ехqhizes licheres» тата «boups a j'аmiaple» ҫинчен аса илчӗҫ. Акӑ вӑл (малтанхи йӗркисене Даша инке вуласа кӑлараймарӗ): «…Ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп эпӗ: ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна! Ир енне ҫанталӑк сивӗтнӗ. Вӗсем хушшинче, вӗсем пекех генерал шинелӗ тӑхӑннӑ Василий Васильевич утнӑ, анчах темшӗн вӑл картузсӑр пулнӑ. — «Ан хӑра» тени — ан итле тениех ӗнтӗ вӑл. — Вӗҫсе килтӗм. Эпӗ пӗлесшӗн тем териех тертленетӗп ӗнтӗ, чир паллисене пурпӗр лайӑххӑн ниепле пӗлме, уйӑрса илме май ҫук. Голова наш сед и крив;Стар, как бес, а что за дурень! — Эй, кам унта! Мӗн вара? Цифрӑллӑ хӑма ҫийӗн ӳпӗнсе вӑл хурсӑна пӑрчӗ. Вӑрттӑн ӑсатакан тавар тӗркисем крепость хуми айӗнче час-часах эрни-эрнипе выртни ҫинчен никам та шухӑшлама пултарайман, ҫав вӑхӑтрах таможня чиновникӗсем горецсен пӳрчӗсене кӑлӑхах ухтарса, пытарнӑ таварсем шыраса ҫӳренӗ. Ҫуртне — унӑн ҫурчӗ пулнӑ — сутнӑ пулнӑ, вара вӑл пӗчӗкрех хваттере куҫса кайнӑ. Пӗлмесӗр шыраса ҫӳрени Майорпа пӗрле шырама тухнӑ отряд умне пуҫсӑр юланут чи малтан пырса тухнӑ. Эпӗ хӳтӗлекен ҫынна «Ӗнесене вилӗм» тенӗшӗн айӑплаҫҫӗ. Ку сӑмахсем мӗне пӗлтерни паллӑ ӗнтӗ. Вӑхӑт чылай иртрӗ, тӗттӗм те пулчӗ, эпӗ каллех чӳречене уҫрӑм та Максим Максимыча: ҫывӑрма вӑхӑт ҫитрӗ, тесе чӗнме пуҫларӑм; вӑл хӑй тӗллӗн темӗн мӑкӑртатрӗ, тепӗр хут та чӗнтӗм ӑна — вӑл урӑх чӗнмерӗ. Ларатӑн ҫавӑнти окопсенче, чун сивӗнсе каять, вара ытла кичемрен ху ҫакӑнта епле пурӑнасси, мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫлатӑн, ҫапла мӗн те пулин шутласа кӑларатӑнах. Тата, вӑл вилнӗренпе, калӑпӑр, тепӗр вунӑ ҫул иртнӗ! Эс вара мӗн тӑвӑн? — ыйтрӗ Бойчо. «Гм! — Хӑрушӑ пулмасӑр! — тепӗр хут каларӗ ирландец, пушшех тӗлӗнсе. Анчах нумайлӑха мар — пиншак тӳмисене вӗҫертсе чечеке кӑкӑр ҫумне пытарса лартма мӗн чул вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑн чул вӑхӑта ҫеҫ ҫухалчӗ. Чечекне вӑл чӗре патне, тен, хырӑм патне пытарса лартнӑ пулӗ, мӗншӗн тесен Том анатомие ытла лайӑхах пӗлмен, ҫак самантра хӑй мӗн тунине те питех астусах пӑхман. Шухӑша илӗр-ха, мисс, эпӗ сире каланӑ пек, канлӗн ҫывӑрса выртаттӑм. Сасартӑк хут кӑштӑртатнине илтетӗп, такам карт салатнӑ пек туйӑнать. Святой Патрик, мӗн вара ку? Вӗсем калаҫса пыни майӗпен илтӗнми пулчӗ. — Кӗсъесем, эпӗ пӗлнӗ тӑрӑх, чечексем валли мар. — Ҫапла ҫав, мисс Луиза, ватӑ Стумп юн тӑкмасӑр сайра ҫеҫ курокне ярать. Сана пурнӑҫшӑн — тавах. Эсӗ манӑн ӑсӑма-тӑнӑма ҫунтартӑн. Хопров тӑчӗ, кавӑна урипе тапса ячӗ, сарлака ҫунатлӑ хӗрлӗ мӑйӑхӗсене якаткаласа, витӗмлӗн:— Апли аплах-ха вӑл… Шубин Римра; вӑл пӗтем чӗререн хӑйӗн искусствине парӑннӑ та чи лайӑх та пысӑк шанӑҫ паракан ҫамрӑк скульпторсен шутӗнче тӑрать. Симӗс курӑк та кипариссемпе кедрсем унта, унтах тата эс, чул стена патӗнче, аллусемпе ман чунӑма тытса илсеттӗн… Ҫӑварна карса ан тӑр, козырь тузпа ҫӳре! — Ермолай Иванович, — вӗренетӗп! Ҫывӑрасса питӗ начар ҫывӑртӑм. Ромашовӑн килне каясси килмерӗ — хӑрушӑччӗ те кичемччӗ унта. Эсӗ ху юрат, Марьянушка, — терӗ Лукашка, ҫилленсе усалланса ҫитнӗ ҫӗртен сасартӑк ӑшшӑн кулса, хӗре куҫӗсенчен пӑхса. Вӑл каллех йӑвашланса, ҫепӗҫленсе кайрӗ, итлекен пулчӗ. Фрося хӑйне валли тӑван тупрӗ. — Мӗнле-ха апла? Никамах та хӑрамасть санран! — Ун пек ҫынсем пур-ха пирӗн, — тӑсрӗ малалла Сталин. Ӑшӗ вӑрканипе вӑл хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ: — Ӑҫта кайса чикрӗҫ-ши вӗсем ман урапана? Приговорне васкавлӑ вуласа тухрӗҫ те йӑлӑсене тӑхӑнтара пуҫларӗҫ. — Шурочка хӑйӗн ҫемҫе ҫӳҫӗн ҫулне йӗпсипе тӗкӗне-тӗкӗне илчӗ. Чи малтан Сережа тӑна кӗчӗ. Вӑхӑчӗ ытла та сахал мӗн те пулин шыраса тупма. Лось куҫ-шӑтӑк тӗлне пӗшкӗнчӗ. Санин сӗтел хушшинче ларса «хӑйӗн Джемми» патне ҫыру ҫырчӗ. Каласа пӗтерсен те Джо ҫав-ҫавах чӗрӗ юлнине курсан, хӑранӑ хушӑра вӗсен тупа тунине пӑрахӑҫласси тата айӑпсӑрах айӑпласа хунӑ Поттера ҫӑласси килсе кайрӗ. Анчах ҫак шухӑш та часах иртсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вӗсене ҫав усал Джо шуйттана сутӑнни паллӑ пулса тӑчӗ, шуйттан пек вӑйлӑ персонӑпа унӑн ырлӑхӗшӗн тавлашма та шикленмелле. Анчах та мана хамӑн тӑван, мужик хӗсет пулсан — епле йышӑнма пултаратӑп эпӗ ӑна? Унта чи хыҫалта, ӗшне ҫумӗнчех, ҫурт ларать, — тӗлӗнмеллерех тата сивлек архитектура. Гарри Грант Кивӗ Каледонинче чи паллӑ ҫын пулса тӑчӗ. Александр Пузыревский хӑйӗн полкӗпе, канма та, ҫывӑрма та пӗлмӗсӗр, виҫӗ уезд тӑрӑх Орлика шыраса ҫӳрет. Тата темиҫе кунран поезд Корчагина Харькова илсе кайрӗ. Нивушлӗ ним тума та ҫук? Унӑн ятне те пӗлменнипе, вӑл адресне ҫапла ҫырса ячӗ: ППС, ҫавӑн пек метеостанци, Метеорологи сержанчӗ валли. Хӑш чух унӑн калавӗсем кукамая аса илтеретчӗҫ. Йӗпеннӗ тӑмлӑ ҫӗр ҫинче хуҫӑк туратсем сапаланса выртаҫҫӗ. Фургон патне каймалли ҫул тата та йывӑрланчӗ. Бригада будки умӗнче, сарса хунӑ шӑналӑк ҫинче, ултӑ казак картла вылять, ҫиччӗмӗш хӑпӑннӑ пушмакӗн тӗпне ҫӗлет, саккӑрмӑшӗ — будкӑн кайри кустӑрмисем патне, сулхӑна, тӗркелесе хунӑ вараланчӑк брезент плащ ҫине пичӗпе ӳпӗнсе выртнӑ та ыйха ярать. Ну, юрӗ, эсир унталла, эпӗ кунталла. — Хамӑрпа пӗрле пӑшал илес, кирлӗ пулӗ, — терӗ майор. — Ҫук, кирлӗ мар! Ахальтен мар Макар ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӗсемпе ҫапӑҫрӗ! Пур ҫӗрте те салтаксем траншейӑран сиксе тухма тапратрӗҫ. Ҫуталсах пырать. Джордано Брунона сарӑ тумтир тӑхӑнтартнӑ, тумтирӗ ҫине хура сӑрӑпа илемсӗр те килӗшӳсӗр шуйттансем ӳкерсе пӗтернӗ, пуҫне ҫӳлӗ калпак тӑхӑнтартнӑ, калпакӗ ҫине те вутра ҫунса вилекен ҫыннӑн асаплӑ сӑнарне ӳкернӗ пулнӑ. Тӗтӗме пула пачах курми пулнӑскер, эпӗ чыхӑна-чыхӑна темиҫе ҫав тери вӑрӑм секундӑсем хушши аптраса тӑтӑм. Ваҫили Андрейч тилхепине тупӑшса тӑмасӑрах панӑ: унӑн ӑшӑ перчетке тӑхӑннӑ аллисем шӑна пуҫланӑ мӗн. Ҫавӑн чухне эпӗ унӑн ӗнси ҫине, ик еннелле те туранӑ хура ҫӳҫӗ айӗн уйрӑмах шуррӑн курӑнакан мӑйӗ ҫине епле тӗлӗнмелле туйӑмпа пӑхса юлнине халь те астӑватӑп. Сӗтел патне ӑмӑррӑн вырнаҫрӗ. Ӑна ҫурӑмран чӑпӑрккапа туртса илетӗп те, хыҫалтан кӑшкӑрса калатӑп: «Вӗҫтер, виҫӗ хут ылханлӑ ватӑ путсӗр! Анчах, тӳрӗ кӑмӑллӑ та чӑна юратакан ҫын пулнӑ май, Иван Кузмич, пӗрре усӑ курнӑ сӑлтавсӑр пуҫне урӑх сӑлтав тупайман. Мӗн тӑвас тен, Николай Антоныч мана чи ирсӗр элекпе, этем ывӑлӗ-хӗрӗ мӗн таран элек тума пултарать, ҫав таранах элеклесе пӗтерчӗ, «вӑл таса мар юнлӑ ача», «ун пирки санӑн аннӳ вилсе выртрӗ» тесе те ӗнентерчӗ пулӗ ӗнтӗ. Ҫумӑр ҫунипе малтан чӑмаккаланнӑ тусан халь пылчӑк пулса тӑчӗ, ӑна кӳме кустӑрмисем лӑчӑртаттарса пыраҫҫӗ, питех сиктерми пулчӗ, урапа йӗрӗсем тӑрӑх пӑтранчӑк шыв юхма тытӑнчӗ. — Халӑха пуринчен ытла вӑл култарчӗ вӗт. Ҫак кунсенче ӑна тӑтӑшах чунне ыраттаракан япаласем ҫеҫ аса килчӗҫ, пачах кирлӗ мар чухне — е ӗҫ пирки калаҫнӑ вӑхӑтра, е шухӑша кайнӑ хушӑра, е тӗлӗкре — ун умне яланах хӑй манма тӑрӑшакан, анчах халлӗхе ниепле те манма пултарайман Лушка туха-туха тӑчӗ. Анчах чӗрӗ сиксе тухас пек тапать. Ривэра куҫӗсем хаяррӑн ҫуталнӑ. Хӗр вӗсене хирӗҫ чупса кайрӗ. Софие ашшӗ генерала, камер-юнкера е тата ҫар полковникне качча парасшӑн… Ҫамрӑк аристократ, ҫуралсанах ҫар офицерне ҫырса, малтанхи кунсенче капитан чинне илнӗскер, гарнизона тухса кайнӑ; хӑйне пысӑка хуман преподаватель — священник вара, хӑйӗн чун-чӗрипе тахҫанах влаҫа пӑхӑнманнисен ҫумне хутшӑннӑскер, аялта тӑракан духовенство тенисем патне, чиркӗвӗн нӳрлӗ пӳлӗмне каялла таврӑннӑ та хӑй пӑхса ӳстернӗ ачана часах куҫран ҫухатнӑ. Вӗсем пурте ҫав тери кӑмӑллӑскерсем, уласкерсем… Ӳссех пыран революци хавалӗ пурне те пыра-пыра тиврӗ. Николай ӑна чӳрече витӗр курать те — вӑрҫать. — Пит ҫӑмартинчи паллӑ вӑрҫӑран юлнӑ-и? — ыйтрӗ Разметнов. Амӑшӗн пӗчӗкҫеҫ виҫӗ кӗтеслӗ ҫырӑвӗ, ытти салтаксем хӑйсен амӑшӗсенчен илекен ҫырусем пекех, кӗске пулнӑ, вӑл ҫыру ҫурри таран тӑванӗсен саламӗсемпе тулнӑ, — килте, тав турра, пурте йӗркеллӗ пулнӑ ҫинчен, унӑн, Алёшӑн, амӑшӗ пирки пӑшӑрханма кирлӗ марри ҫинчен каланисемпе тулса тӑнӑ, ҫурри — хӑйне упрама, шӑнса пӑсӑласран сыхланма, нимӗҫсен тискер чеелӗхӗнчен асӑрханма (ун ҫинчен амӑшӗ кӳршӗ хӗрарӑмӗсенчен нумай илтнӗ), тата урасене йӗпетме кирлӗ марри ҫинчен ыйтса ҫырнисемпе тулнӑ. — Мӗнле намӑс мар сана ман ҫинчен ҫапла шутлама! — вӗриленсе илчӗ Аркадий. Аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, вӑл мӗн тери начаррине эсир туймастӑр-ха? — Лере, вырӑнта… Ҫутҫанталӑкра вӑл халӗ пӗр тӑвансӑр-мӗнсӗр тӑрса юлнӑ. Сывӑ хӑмине вара — ҫӗкле, хӗвел ҫинелле тӑрат, ан тив — типтӗр, хӑвна мар-тӑк, тепӗр ҫынна кирлӗ пулӗ. Выльӑха тухса пӑхмалли ҫук. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл сулахай аллипе ункӑсем тӑва-тӑва ҫаврӑнчӗ. Пурне те праҫник чухнехи шухӑшсем ҫавӑрса илетчӗҫ, пурте тирпейленсерех тӑратчӗҫ, хӑйсене хӑйсем тасататчӗҫ, мунчана чупатчӗҫ, васкаса каҫхи апат ҫиетчӗҫ: каҫхи апат хыҫҫӑн вара закуска чӗркисемпе, сӑрапа тата эрехпе Жихарев пырса ҫитетчӗ, ун хыҫҫӑн тата пур виҫи тӗлӗшӗнчен те килӗшӳсӗр пулмаллах тенӗ пек пысӑклатса янӑ хӗрарӑм пырса кӗретчӗ. Ҫакӑнтан вара, ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцийӗн пӗтӗм тӗнчешӗн тивӗҫне темӗнле пысӑк хак парсан та, ытлашши пулас ҫук. Мартьянова таптаса пӑрахсан, аяккине дракон ӳкерсе хунӑ тӗксӗм кӑвак танк тӑруках сылтӑмалла ҫаврӑнса кайрӗ, — ҫӳремелли пайӗнче унӑн чылаях суран пулнӑ пулмалла. Вӗрен, — терӗ вӑл — Вӑй хур, ӗҫле, тӑванӑм… Полина ӗшенчӗклӗн калаҫрӗ: — Тарӑхрӑм эпӗ, сана пӑрахма шутларӑм. Декабрӗн 13-мӗшӗнче каҫпа Гленарван ҫакӑн ҫинчен Джон Мангльспа сӑмах тапратрӗ. Тӗрлӗрен тӗслӗ эмелсем сӗнчӗҫ. Ҫул ҫинче, Мускав хӑварнӑ асаилӳсемпе йӑпанса пынӑ май, эпӗ Сонечка Валахинӑна аса илтӗм, анчах вӑл та пулин каҫпа, пилӗк станци урлӑ иртсе кайсан кӑна пулчӗ. Говэн пукан ҫине ларчӗ. Ку негр сӑнран пӑхма та ырӑ кӑмӑллӑ, анчах кӑшт айвантарах; пуҫ тупинчи ҫӳҫ пайӑркине ҫиппе явса ҫыхнӑ тухатмӑшсене пистерме ҫапла тунӑ ӗнтӗ. Апла пулсан, китаецсемпе мӗнле пӗрлӗх пур-ха сирӗн? Хам карап ҫине илнӗ ҫав ӑҫтиҫук юрӑхсӑр ҫынсем кӗске вӑхӑтрах ытти матроссене хӑйсем майлӑ ҫавӑрнӑ. Вӗсем мана арестлесе карапа хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн пулнӑ, ҫак тӗлӗшпе вӗсем каварлашу туса, ӑна ҫийӗнчех пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пӗрре ирпе вӗсем ушкӑнӗпех ман каютӑна кӗпӗрленсе кӗчӗҫ те, хӑйсене хирӗҫ тӑрас пулсан тинӗсе пӑрахатпӑр тесе хӑратса, ман ал-урасене ҫыхса лартрӗҫ. Манӑн вӗсене парӑнса вӗсен тыткӑнҫи пуласси кӑна юлчӗ. Вӑс-вӑс! Сыв пул! Алли маузер ҫинче, марсиансем икӗ рете тӑрса тухнине тимлӗн сӑнать. Унтан Ванейӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те:— Ванея, — тенӗ лӑпкӑн, — эсӗ каятӑн та Элиава вӗлеретӗн. Хамӑр мӗн тӑвас пирки санран ҫакна ҫеҫ ыйтасшӑн: эсӗ эпир унпа пӗрлешнине хирӗҫ мар пулсан, эпӗ ӑна ыран Миллеровӑна илсе каятӑп, техникума вырнаҫтаратӑп, хам халлӗхе, туйччен, пурӑнма сирӗн пата куҫатӑп. Повар хӑйӗн музыкипе пӗртте чапа тухма шутламан пулас. Вӑл купӑсне кӗсйине чикрӗ те, ачасене савӑт-сапа илсе килмелли ҫинчен аллипе сулкаласа ӑнлантарчӗ: вӑл вӗсене яшка парӗ, яшки вара, иккӗмӗш поварӗ тем пекех тӗрмешет пулин те, ҫаплах юхма чарӑнмасть. Тепӗр тесен, сан йышши ҫынсем, хамлетсем, социализм тума пултарасса та ӗненместӗп эпӗ, анчах ҫапах та… эсир тӗнчери шурлӑх шывне те пулин пӑтратасчӗ. — Кунта! Кунта! — илтӗнет иккӗн ӑмӑртса кӑшкӑрни. Калама ҫук чаплӑ пурӑнӗҫ! Вӗсене лайӑх пӑхса усрӗҫ: пӗр-пӗр урҫа старике, акӑ, калӑпӑр, Аким Бесхлебнов мучие, вӗсене пӑхса усрама уйӑрса лартӑпӑр та, ан тив вӑл кунӗ-кунӗпе хыпашлатӑр вӗсене, каштасем тӑрӑх кармашса ҫӳретӗр. — О, мистер Стумп, эсир мана мӗн калас тетӗр, пурне те калама пултаратӑр. Унтан-кунтан аран-аран уткаласа ун хыҫҫӑн хӑпармаллах пулчӗ. Пысӑк хурама айӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ, трубапа хирӗҫле сигнал кӑшкӑртрӗ, унтан, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла хытӑ асӑрхаса пӑхса, чӗрне вӗҫҫӗн утма пуҫларӗ. Эпӗ сана текех кунта лекме сӗнмӗттӗм, — терӗ. Анчах вӑл мана темле хавхалантармастчӗ. Эпӗ ун ҫинчен тата унӑн тусӗсем ҫинчен мӗнле шухӑшланисене вӑл пурне те тӗрӗс мара кӑларса пыратчӗ. Ачи килнех пулӗ-ха. Анчах снайпер йӑлисене пӑрахман. Ҫырма тӗлӗнче, куршанаксем хушшинче, шакӑлчисем кӑшкӑраҫҫӗ, сӳсленнӗ, кӑвак тӗслӗ шултра хытӑ курӑк ӑшӗнче эпӗ вӑр-вар тапранкалакан кайӑк пуҫӗсем ҫинче хӗрлӗ калпаксем куратӑп. Ҫав вӑхӑтра Джонни ним ҫинчен те шухӑшламасть, вӑл чӑннипех канать. Володя ҫывӑхӗнче никамах та пулмарӗ. Имшеррисем ҫур ҫула ҫитсе килеҫҫӗ, хӑрама пӗлменнисем ҫавӑнтах пӗтеҫҫӗ. Ку ҫӗрсене ниҫтан та иртсе каймалла мар, чӑтма ҫук шӑрӑх, пӑчӑ, чирсем, ҫав ҫӗр ҫыннисен хаярлӑхӗ — ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ниҫтан ҫӗнсе илмелле мар чӑрмав пулса тӑраҫҫӗ. Вӑл халӗ салхуланса, темле ҫемҫелсе кайнӑ пек пулса, кичеммӗн пӑхса ларчӗ. Старик, эпӗ Энскран тухса кайсан мӗн-мӗн тунине, мӗнле пурӑннине пӗлесшӗн пулчӗ. — Маттур ӑмӑрткайӑк-ҫке эсӗ! Изотпа пӗрле. «1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче Глазгоран тухнӑ виҫӗ мачтӑллӑ судно «Британи» кӑнтӑр полушаринче, Патагони ҫыранӗсенчен пин те пилӗкҫӗр мильре, шыва путрӗ. Кулли аван мар, пит-куҫа ыратнӑ пирки чалӑштарса илнӗ пек пулса тухрӗ. Вӑл пит йывӑрланса ҫитрӗ, хӑш-пӗр чухне ӑнран кайса, темӗн те пӗр калаҫма тытӑнать те кунӗпе айван ача пек ларать, — пурӑнӑҫпа вилӗмре турӑ ирӗкӗ ӗнтӗ. Санин, лашасене чӗлпӗрсенчен тытса, ун умне пырса тӑчӗ. Малтанах Алексей йӑлтӑртатса выртакан шурӑ юр ҫине пӑхаймарӗ те. Нӳрленме кирлӗ мар сире, ӗмӗрлӗхе уйрӑлмастӑр. Ҫынсем тӗттӗмелле пӑхса, чӳрече умӗнче ним хускалмасӑр шӑпӑрт тӑчӗҫ. Кӗҫӗрхи каҫ ытти чухнехинчен вӑрӑмрах та пулма пултарать, мӗншӗн тесен тӗттӗм хӑҫан сирӗлесси пуринчен малтан тӳпене хупӑрласа тӑракан ҫӑра пӗлӗтсенчен килет. Хушса янӑ ӗҫ мӗнле кирлине Марийкӑна тӗплӗн ӑнлантарнӑ хыҫҫӑн Огнянов шӑппӑн кӑна ҫапла хушса хучӗ: — Марийка, эс пӗлетӗн-и, ҫак ҫырӑва ҫухатсан, е пӗр-пӗр ҫынна йӑнӑшпа эс мана курни ҫинчен каласа парсан, эп ӑҫта пытанса тӑнине пӗлтерсен, тӗрӗксем кунта килеҫҫӗ те мана чиксе пӑрахаҫҫӗ. Тепӗр ирхине, июлӗн 23-мӗшӗнче, Ганс пире хӑйӗн юлташӗсемпе кӗтсе тӑнӑ, вӗсем апат-ҫимӗҫсем, инструментсем, приборсем йӑтса пыраҫҫӗ. Пиччепе ман валли икӗ тимӗр вӗҫлӗ патак, икӗ пӑшал, икӗ патронтаж хатӗрленӗ. «Мӗнех вара маншӑн атте, юлташсем тата тӑван ҫӗршыв?» терӗ Андрий пуҫне хӑвӑрттӑн сулса тата хӑйӗн шыв хӗрринчи тополь пек пӳне тӳп-тӳре тытса. — Светка чух эсӗ аллӑ виҫӗ ҫулта пулнӑччӗ, — кӑшкӑрса илчӗ Баринов. Мӗншӗн-ха Ҫӗр хӑй ҫаврӑннӑ чух хӑй ҫинчи ҫынсемпе чӗрчунсене, чулсемпе хӑйӑра вӗҫтерсе яраймасть, мӗншӗн-ха юханшывсемпе океансенчи шыва тӑкса ямасть? Макҫӑмӑн ҫӳҫӗ тата ытларах кӑвакарнӑ. Кун пирки вара Петька каярахпа «сана илттерес тесе цыган пекех сасӑсӑр юлтӑм» тетчӗ. Эпир, хула ҫыннисем тата пысӑк ялсенче пурӑнакансем, революцишӗн тӑратпӑр, хресченсем вара ӑна хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ; е тӗрӗсрех каласан: эпир, хула ҫыннисем — французсем пулатпӑр, лешсем — бретонецсем. Плетнёв мачча ҫинелле хӑпармалли пусма айӗнчи коридора вырнаҫнӑччӗ, унта унӑн койки тӑратчӗ, коридор вӗҫӗнчи чӳрече патне вара — сӗтелпе пукан лартнӑччӗ, — мӗн пурӗ те ҫав кӑна. — Мӗншӗн шӑплантӑр? — Эсӗ, мӗншӗн ҫум ҫумлама кайман? Марийка ура ҫине тӑчӗ. ССР Союзӗн класлӑ структуринчи улшӑнусем тӗлӗшпе ӗҫсем ҫапла тӑраҫҫӗ ӗнтӗ. ССР Союзӗн обществӑллӑ пурнӑҫӗнчи улшӑнӑвӗн картини тата тепӗр тӗлти улшӑнусем ҫинчен кӑшт та пулин каламасан тулли пулман пулӗччӗ. Малтанах ӑна тухса кайма сӗнменшӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ӳкӗне те пуҫларӗ, енчен енне пӑхкаласа тӑчӗ вӑл Огнянов умӗнче. Турӑран шикленӗр! Пӑрахӑр ку хута, куҫран ҫухалтӑр вӑл! (тӗлӗкре эсрелӗ курӑнтӑр ӑна!) — Утма пултараймастӑп эпӗ, эсир мана амантрӑр. Вӑл карчӑка чейпе хӑналарӗ. Ытла нумай каларӑм пуль ҫав, кӑштах аташса, хӑшне-пӗрне темиҫе хут та каларӑм пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл ман ҫамка ҫине темле сивӗ япала хурать те хистесех ҫывӑрма сӗнет. — Ҫывӑрӑр, ҫывӑрӑр! — тет. Эсир хӑвӑр кирек кам кӗсйине те ҫаратма, хуҫин тумтирне сӗвсе илме пултаратӑр! Тарас Маякин, хӑйӗн ашшӗ ҫине сӑнавлӑн пӑхса, нимӗн чӗнмесӗр кулкаласа шухӑшлӑн тӑнӑ, сухалӗнчи тата ҫӳҫӗнчи кӑвак пӗрчӗсем унӑн, хура тум тӑхӑннӑскерӗн, уҫҫӑн палӑрнӑ. Апла та, капла та хӑтланса пӑхатӑп, хӑлха ҫаккисем, пӗремӗк, ҫур пӑт пыл леҫтеретӗп — ҫук, тухмастӑп качча. — Мӗн каларӑн эсӗ? Ун хыҫӗнче шыв шӑмпӑлтатать. Ачан туйӑм-сисӗмӗ ҫав тери ҫивӗч. Вӑл хут пек шуралса кайрӗ, лашисене чарчӗ. Чӑн-чӑн разбойникчӗ, тур каҫартӑрах! Анчах… эпӗ шанмастӑп… Вӑл чарӑнса тӑчӗ. Ыттисем, Файлӑпа калаҫнӑ ҫӗрте пулнисем, тӗрӗссипе каласа пачӗҫ. Вӗсене ятламалла тесе йышӑнчӗҫ. Шкул тӑрӑх уҫах мар сасӑсен шӑв-шавӗ сӗрлесе кайрӗ. Вӑл хӑйне итленине курчӗ, пурте чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ; хӑй йӗри-тавра таччӑн тӑракан ҫынсем шухӑшланине туйрӗ вӑл, ҫавӑнпа та унӑн халӗ хӑйӗншӗн уҫҫӑн палӑрса тӑракан кӑмӑл — ҫынсемпе лере, ывӑлӗ хыҫҫӑн, Андрей хыҫҫӑн, — салтаксен аллине панӑ, пӗччен хӑварнӑ ҫынсем хыҫҫӑн — кайма тӗртес кӑмӑл ӳссе пычӗ. Эсӗ — Каса-дель-Корво хуҫи. Унтан вара, пӑхса кӑна тӑр, лоцман пулать… Пӑрахут пристанӗ патӗнче пӗчӗк лавккапа вутӑ шаршанӗ курӑнсанах, эпӗ йывӑҫсемпе тӗмсем хушшине кӗтӗм, пытанма юрӑхлӑ вырӑн шыраса, икӗ юплӗ тирек патне ҫитрӗм. Вара ун ҫине улӑхса лартӑм, кунта пульӑсем ҫитеймеҫҫӗ; пӑхса ларма питӗ меллӗ. Эпӗ те ҫавӑн пекех… — Артур, — тесе пуҫларӗ Джеймс ҫемҫерех сасӑпа, мӗншӗн тесен халӗ ӗнтӗ Джули вӑл калаҫнине илтме пултарайман, — ӗҫсем кун пек килсе тухнипе ытла та кулянатӑп. Казак хӗрарӑмӗсем черкес тумтирне тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ: тутарла кӗпе, бешмет тата чувекки; анчах та тутӑрӗсене вырӑсла ҫыхаҫҫӗ. Вара эсир тӳпе тӳрех пушанса, тӗттӗмленсе юлать тесе шухӑшлатӑр-и? Генералне эпӗ улмуҫҫи пахчинче тӗл пултӑм. Мӗн тӑвас? Комиссар хаҫатсем вулайми пулсанах ӑна радио-трансляцие наушниксемпе итлемелле туса паначчӗ. — Эпир великансем пек, пӗлӗтсем ҫийӗпе пынӑ пек пулса тухмасть-и ку? — терӗ Алексей шухӑшлӑн. Пӑван сигарине ҫӑварӗнчен илсе пӗлӗт пек тӗтӗм кӑларса ячӗ. Эсир аманмарӑр-и? Сасартӑк Барахо пырса кӗни ирландеца ҫӑлать. — Мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр вара эпир сирӗнпе? Анчах эпӗ ҫак хушӑра сывлӑш сивӗнсе тӳпе тӗттӗмленсе пынине асӑрхарӑм. — Тухтӑр, эпӗ сире пӗр чирлӗ ҫын патне чӗнсе пӑхасшӑн, — терӗм эпӗ хӑвӑрттӑн. Турӑҫӑм? — тесе ыйтнине илтрӗ. Ҫакна Ульяна ыйтрӗ. Унӑн сасси ҫав тери хурлӑхлӑн илтӗнчӗ, ҫавна пула хӗрарӑм-манах, вулама чарӑнса, хӑй айӑпа кӗнӗ пек ответлерӗ: — Вилчӗ, матушка, вилчӗ, турӑ ирӗкӗпе… Хӑйсемпе пӗрле вӗсем хулӑм кӗнекесем илсе пырса, пӳрнисемпе вӗсен страницисем ҫине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ, хӑйсене кӑмӑла кайнӑ тӗрӗслӗхсене ҫирӗплетме тӑрӑшса пӗр-пӗрин ҫине кӑшкӑраҫҫӗ. Ну, пиртен ыйтас ҫук, хатӗрленетпӗр, аудиторие пӗлтеретпӗр, а вӑл иккен… ан сулӑр-ха эсир мана аллӑрсемпе, шӑнтса яма пултарӑр… а вӑл ҫывӑрать, канлӗн ҫывӑрать! «Ӑҫта каҫнӑ?» Ун умӗнче пӗр палламан ача тӑра парать, вӑл хӑйӗнчен кӑшт ҫеҫ пысӑкрах. Халӗ пур моторсем те хӑватлӑн кӗрлесе тӑчӗҫ. Эпӗ туртма пуҫларӑм. Уэлдон миссис ӑна Нэн чӗрҫийӗ ҫине хучӗ те хӑйӑрлӑ ҫырана тухрӗ. — Сире ӗнентерсех калама пултаратӑп: манӑн тӑшмансем пур. «Ҫук, эпӗ ун пек хӑравҫӑ пулма пултараймастӑп, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, бруствер патӗнче тӑракан мортиркӑсем патне чупса кайрӗ. — Пурпӗрех, — терӗ Андрей хуллен, — тухса каймаллаччӗ. — Тӑвӑр! Ҫак карчӑк ачана халиччен пӗлмен ҫӗнӗ тӗнчене илсе кӗнӗ. Граф чипер, ҫивӗч те ӑслӑ, анчах унра темле суя, иккӗлентерекен япала пуррине эпӗ те, вун улттӑри ача, сисеттӗм, ҫавӑнпа Зинаида ҫакна асӑрхаманни мана тӗлӗнтеретчӗ. Ҫапла, вӑл япала манӑн чӑнах та ҫук; анчах ҫак япаласем мана геологи енӗпе, тӗслӗхрен, тусен форми тӗлӗшӗнчен интереслентерме пултарчӗҫ. Эпир хапхана пырса шаккарӑмӑр. — Вӑл ҫаплах ӗнтӗ! — терӗ Гекльберри. Анчах шыв патнерех пырса тухсан, вӑл курчӗ, каҫӑ патӗнче ҫапӑҫу пырать тейӗн, мӗнпурӗ кӗрлесе те шавласа тӑрать. Эпӗ ташла пӗлменшӗн хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут ӳкӗнсе илтӗм. — Эпӗ ун хыҫҫӑн ҫӳремен! — Правлени ӑҫта? Чӑнахах асаилӳсем кӑна тӑрса юлчӗҫ-ши манра? Тен, вӗсем ролӗсене улӑштарнӑ та, халӗ ӗнтӗ пуҫсӑрри капитана хӑвалать пулӗ, тен? Праҫник кунӗсенче, каҫпа, Барскин Ока хӗрринчи трактирӗн илемлӗ садӗнче ларса, Артамонов Дрёмоври пуян та вӑйлӑ ҫынсене:— Ман ӗҫрен сире пурне те тупӑш пулать, — тенӗ. «Кустарик ухмах мар», — тесе шухӑшларӗ Фелим. Кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнчӗ. — Ырри ҫинчен кунта калаҫма кирлӗ мар. Вара алӑкӑн тепӗр ҫурри те ҫаклатнӑ ҫӗртен тинех уҫӑлчӗ. Неушлӗ малашне те ҫанталӑк ҫакӑн пекех уяр тӑрӗ-ши? тетӗп. Е эсӗ Биллипе пӗрле ишсе ҫӳрес пулсан, сана икӗ хут чӗнсе илесси пулмӗччӗ. — Кӑкӑр ҫине те, Вильям, кӑкӑр ҫине те! Прокурор каллех защитник еннелле пӑхса:— Эсӗр свидетельтен тӗпчеме пултаратӑр, — терӗ. «Пан — кӗсрене тытса кӳлмелле те: эй, яра пар, лашам! — кӑшкӑрмалла тесе шутлать пулӗ. — Асаплантаратӑп-и? — тепӗр хут ыйтрӗ ҫамрӑк; вара унӑн сӑн-питӗнче кутӑнла эгоизм палӑрчӗ. Хӑвӑра эсир халӑхшӑн, чӑнлӑхшӑн йывӑр та асаплӑ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Яков тутарла сарлака сухал ҫитӗнтерсе янӑ, хӗрлӗрех сухалӗпе пӗрле Яковӑн ҫынсенчен тӑрӑхлас йӑли палӑрмаллах ӳссе пынӑ; ывӑлӗ шухӑ ҫынсене кахаллӑн кӑна:— Ҫул ҫинче шыв лупашкине кӗрсе ларатӑр эсир, господа! Ҫавнашкал ырӑ ӗмӗтсемпе кирек миҫе ҫулти ҫын та йӑпанма пултарнине эпӗ ҫирӗппӗн ӗненетӗп. Ҫав кӑна! Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ҫынсем епле ӳссе кайни ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Ыран — мӗн тӑвасси ҫинчен те калаҫма тытӑнчӗҫ… Анчах эсӗ вӗсене эпир тӗл пулни ҫинчен ан кала, ахаль вырсарникун кӗҫӗн калӑмра пыр та ӗҫӗ те пӗтет! — Мӗн, юсанма килтӗн-им кунта? Унӑн тивӗҫлӗхӗсен шутне — хама туйӑннӑ тӑрӑх — вӑл калавра ҫав чӑнлӑх пачах та ҫуккине кӗртмелле. (Прокофьич, тӗлӗннӗ пек пулса, Базаровӑн «тумтир пеккине» икӗ аллипех ярса тытрӗ те, ӑна хӑй пуҫӗнчен ҫӳлерех ҫӗклесе ура пӳрнисем ҫинче утса тухса кайрӗ.) Утрав тӑрӑшшӗ тӑхӑр мил тата урлӑшӗ 5 мил шутланать. Вӑл икӗ уран тӑнӑ мӑнтӑр дракон евӗрне килет. Эпир тӑвӑлсенчен лайӑх хӳтӗлекен икӗ гаване тата варринче «Подзорная труба» тесе ят панӑ сӑрта асӑрхарӑмӑр. Карта ҫинче кайранрах хушса ҫырнисем нумайччӗ. Халь Иван Иванович майрасемпе те хӗрсемпе калаҫса ларнӑ хушӑра, Иван Никифоровича вӑрттӑн чӗнме ярӑпӑр, ӑна илсе килӗпӗр те вӗсене хӗсӗрлесе хире-хирӗҫ тӑратӑпӑр». — Сывӑ-и, комиссар! — пуҫне чалӑштарарах, майӗпен сӑмах хушрӗ вӑл. Халӗ вӗсем пӗтӗмӗшех Бек-Агамалова сӗмсӗрлӗрех яланчӑкла юлташла лӑплантарма та йӑпатма пикенчӗҫ. Анчах вӑл пусӑрӑннӑччӗ ӗнтӗ, вӑйсӑрланнӑччӗ, ҫийӗнчех хуралса, тӗттӗмленсе ларнӑ пичӗ унӑн ӗшенчӗк те йӗрӗнчӗк сӑнлӑччӗ. Ох, асап курса пӗтетӗн-ха эсӗ манпа… Малтан вӗсем тупӑсем патне пыма та хӑранӑ, кайран батарейӑсем ҫине чукмарсемпе тапӑнма пуҫланӑ, ҫапла майпах вӗсем тӑшмантан тупӑсем туртса илни те пулкаланӑ. Вӗсен туртса илнӗ пӗрремӗш хӗҫпӑшал питӗ лайӑх бронза тупӑ пулнӑ, ӑна вӗсем «Проповедник» тесе ят панӑ. Пирус тӗпне борт хыҫнелле ывӑтса ярса, вӑл пӑртак чӗнмесӗр тӑчӗ те каллех калаҫма тытӑнчӗ: — Пӗтетӗн эсӗ сысна кӗтӳ ӑшӗнче, шеллетӗп эпӗ сана, йытӑ ҫури. Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар». Питӗ те шел — калама та ҫук! Ҫынсене вырнаҫтарӑр, Хмелько, Костя, манпа! — Эс ӑҫталла? — кӑшкӑрса тӑкрӗ ӑна Андрей. Ҫуртине сӳнтермерӗ вӑл, чӑланне пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сӑнӗ-пичӗ улшӑннӑ май, ҫакӑн пек мӑкӑртатрӗ: — Айвансем, ах айвансем!.. Швабринӗ, Алексей Иванычӗ, еплескер иккен тата? Ҫӳллӗ юман алӑк леш енче шӑп-шӑпӑрт, сивлек. — Сулахаялла. Тикӗт юхтаракан ҫын вӑл. Чей ӗҫтер-ха.. «Ку пурнӑҫшӑн вӑл ытла тасаччӗ те чеченччӗ! Пурри пур та, питӗ ватӑ — шуйттан! Халӗ кайма пултаратӑр, — терӗ. Павлуш каласа кӑтартни вӗсене пурне те пӑшӑрхантарчӗ. Кӗскен каласан, тата икӗ уйӑхран сирӗн библиотека пултӑр. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ҫӗрелле анса лараҫҫӗ, ыттисем аташса кайнӑ ҫулҫӳренсен пуҫӗсем тӗлӗнче ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. «Софрон ӑҫта-ха вара?» тесе ыйтрӗ унран Аркадий Павлыч. — Максим Максимыч, эсир каймастӑр-им вара? Анчах вӑкӑр вӑйӗпе ҫӗре епле танлаштарас тетӗн-ха эсӗ? Анчах ӗҫӗ кунта мар. Ҫӳҫӗсем пичӗ ҫине усӑнса анасран Никита вӗсене хурӑн турачӗпе ҫыхнӑ. Ку ӗҫ кӗркунне пулчӗ. Тепӗр кунне Туфта патӗнче пӗр вунӑ ҫынна яхӑн пуҫтарӑнать. Ӑна йӑпатма шкул картишӗнче те нимӗн те тупӑнмарӗ. — Паян Ешӗл ҫырмара пуҫтарӑнатпӑр. Паллах, унӑн иккӗленӗвӗсем ҫинчен Гвоздев нимӗн те пӗлмерӗ. — Ну, Митри Андреич, турӑ ҫӑлтӑр сана. — Вӗсем, хӑнӑхса ҫитиччен мучу урисене тӑсса выртӗ. — Тасал кунтан! — кӑшкӑрса ячӗ Дмитрий, урипе тапса. — Ла филь! — терӗ Ванюша, куҫне хӗссе тата айванла ахӑлтатса кулса. Вӑл мана хӑй патне чӗнес пулсан, мӗн пулӗ апла? Вӗсем эпӗ хут листи вӗҫӗнче «столоначальник ҫавӑ» тесе ҫырса хурасса кӗтнӗ ӗнтӗ. Кусене эпӗ пӗтӗмпех gratis — анаматёр тӑватӑп. Ватӑрах хӗрарӑмсем, ҫыхса пӗтереймен чӑлхисене пухӑва ҫӗклесе пынӑскерсем, ҫӑмхисемпе йӗпписене ӳкере-ӳкере, кашта ҫинчи чӑхсем пек тӗлӗрсе лараҫҫӗ. Кӑна валли тата темиҫе сехет ҫеҫ кирлӗ. — А, ҫаплах ӗнтӗ! — килӗшнӗ Василий. Эпӗ Исидор патӗнче секретарьте ӗҫлеттӗм, ун ҫинчен пытарса та тӑмастӑп эпӗ, анкетӑсенче ҫыратӑп. — Австралин кайӑкӗсем мӗнле кӑна акӑш-макӑш пулччӑр та, попугайсем кӗвӗллӗн юрлаҫҫӗ пулсан та, вӗсем Моцарт кӗввисене пур-пӗрех пӗлме пултараймаҫҫӗ! — Хм, вӑхӑт нумай иртнӗ! Хуть мӗнле пулсан та, вӑл хӑйне Уэлдон миссис путса вилнисене асӑнса кӗлтунине илтмен пекех тытрӗ, кӗлтума та хутшӑнмарӗ. Ҫак вӗҫсӗр-хӗрсӗр хура-шура чӑтассин ҫапах та вӗҫӗ пулмаллах. Халӗ ӗнтӗ эсӗ Юпитера мӗншӗн гигант тесе каланине тавҫӑратӑн пуль. Хӗвел питех ҫӳле хӑпарман. — Хӑрать-ши вӑл, хӑрамасть-ши? — тесе, хӑйӗнчен хӑй ыйтнӑ Фома. Марьяна чавси ҫине ҫӗкленчӗ те сирӗлсе кайнӑ тутӑрне тӳрлетрӗ. Пӗрре вӑл уйӑхлӑхах таҫта кайса курӑнмасӑр пурӑннӑ. Ку вӑл — манӑн сутӑнман тире сӳни пулать… — Каяс тетӗн-тӗк, кай, эсӗр пурте кайма пултаратӑр, эпӗ каймастӑп, юлатӑп. Ҫакӑн хыҫҫӑн Гвоздевпа темле тӗлӗнмелле япаласем пулса иртме пуҫларӗҫ. Эсӗ танка мӗнле кӗтсе илнине куртӑм вӗт-ха! Ку ҫав тери пысӑк шӑна пуль. Паян станицӑна кайма юрамасть, тесе каларӑм-ҫке ҫав ухмах Давыдова, ҫук вӗт, тӳсӗм ҫитмест унӑн, каймаллах имӗш. — Вӑл тухатма пӗлет, — терӗ Васин тепӗр кӗтесрен, сӑмахӗсене тӑсарах. Вара вӑл ун патнелле пӗшкӗнчӗ те шурӑхнӑ тата ачанни пек пулса тӑнӑ тутинчен чуптуса илчӗ, ҫав хушӑра хӑйӗн пуҫӗ ҫине аслин канӑҫсӑр та вӑйлӑ алли анса выртнине туйрӗ. Амӑшӗ ҫавнашкал ҫиллессӗн те мӑнкӑмӑллӑн пӑхса халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ сарӑ ҫӳҫлӗ ҫак мӑнаҫ хӗр унӑн ачин пӗтӗм пурнӑҫ телейне е телейсӗрлӗхне хӑйпе пӗрле ҫӗклесе кайнине туйса илчӗ тейӗн. Вут! Ку хушӑра Дубровский Покровскинчен ниҫта та тухса ҫӳремен, анчах ялти ҫынсем сӑмах вӗҫтерме хавассине пула, ҫаратусем ҫинчен сас-хура пӗтмен, тен, пуҫлӑхӗ ҫук пулин те, унӑн шайки хӑйӗн ӗҫне тума пӑрахман-тӑр. — Санӑн ун ҫинчен малтан каламаллаччӗ, калаҫма вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ, — мӑкӑртатать Ульяна, хӑй, кӳреннине кӑтартас мар тесе, арча ҫинелле пӗшкӗнет, Барскайӑн хулӑн сассине илтет. Шывсикки тавралла кимме ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрсе антарасси пирки шутламалли те ҫук. Комсомолӑн Центральнӑй Комитечӗ янӑ циркуляр тӑрӑх, перепиҫре пулманнисене кӑларса пӑрахмалла. Хапха патӗнче — шпионсем. Тата тепӗр наказ: шинкарьжид таврашӗнчен кам та пулин козака пӗр кружка путсӗр эрех сутас пулсан, эпӗ вӑл йытӑ ҫамки ҫине сысна хӑлхи пӑталаса лартӑп, унтан пуҫхӗрлӗ ҫакса хурӑп! Анчах Иконин кӗтмен ҫӗртен профессор куҫӗ умӗнчех ман еннелле ҫаврӑнчӗ, манран алӑри билета туртса илчӗ те мана хӑйӗнне пачӗ. Гленарван ӑна сирсе ячӗ те малалла кӗме хатӗрленчӗ, анчах сасартӑк каялла чакрӗ. Юнлӑ тытӑҫусем пуҫланса каяҫҫӗ. Чура караванӗсем хӑш-пӗр чухне темиҫе ҫӗр миля утаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ чура ӳксе юлать пуль ҫул ҫине хаяр надсмотрщиксен пушши лекнипе, чирленипе, ывӑннипе, выҫӑпа! Пӗри, ҫапах та, пирус илчӗ, пӑхса тишкерчӗ, шӑршласа пӑхрӗ те шурӑ йӗм кӗсйине пытарса хучӗ. Ҫитменнине закон хӑй те апла тума хушмасть. Василиса инке чӑх яшки илсе килчӗ! Фомапа вӑрҫнӑ хыҫҫӑн Маякин киле салхуллӑн, шухӑша кайса таврӑннӑ. Ревксом еннелле утнӑ май Серёжа кӳренсе каларӗ: — Вот мӗнле пӑтӑ пулса тӑчӗ, Жаркий тӗрӗс калать. Генералтан ҫыру илсессӗнех, вӑл пит майлӑн, отец Герасим Оренбургран тӗлӗнмелле хыпар илнӗ тесе, суйкаласа, Василиса Егоровнӑна килтен ӑсатнӑ. Эпир сире ыйтатпӑр. Сен-Жеромпа Дора мадама? Ыран сменӑна ултӑ сехетре кил, — терӗ. — Мӗн чухлӗ? — Пӗри ҫапрӗ, ӑна становой хушрӗ. Унӑн сӑмахӗсем епле аталанса пынине йӗрленӗ май вара вӑл майӗпен ҫакна ӑнланчӗ: халӗ Лена хӑй мӗн туйни ҫинчен калать Воропаев, ҫав туйӑма вӑл халиччен асӑрхаман тата ӑна сӑмахпа каласа пама та пултарайман. — Сывӑ-и, Джим? — тетӗп тӗмсем хушшинчен тухнӑ май. Самӑр лашан йӗпе ҫурӑмӗ ҫинче вӑл кӑшт вӗҫкӗнленерех ларчӗ. Ҫурӑм хыҫӗнчи пӑшалне аллипе тытрӗ те хапхана уҫма умнелле пӗшкӗнчӗ. Ӳсӗркелерӗм те атӑ кӗлисемпе алӑк уратине шаккакаларӑм, — вӑл илтмӗш пулма хӑтланчӗ. Манӑн куҫӑм умӗнчех Пупырь ӑна унӑн ура патнех пуҫ тайса тархасласа ыйтрӗ. — Кунта хашисен кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ, ту хушӑкӗсенче шыв сиккисем шавланӑ. Яшка! Мана аванрах та. Е йӑнӑшатӑп-и эпӗ? Воропаев Ленӑна аллинчен ҫирӗп тытса тӑрать; ӑна мӑйӗнчен ыталаҫҫӗ, хытӑ чуптӑваҫҫӗ, макӑраҫҫӗ, вӑл хӑй те чуптӑвать, макӑрать, хытӑ пӑлханса кайнипе пӗр сӑмах та калаймасть. «Мӗнле ыррӑн курӑнас килет халь унӑн», — пӑшӑлтатрӗ мана Лушин. — Ӗҫлесси вӑл, тӗрӗс ӗнтӗ, пурӗ-пӗр, Николай Еремеич… анчах та… Амӑшӗн макӑрас килсе кайрӗ. Куҫҫульне ывӑлне кӑтартасшӑн мар пулса, вӑл сасартӑк мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Ай, батюшки, — мансах кайнӑ эпӗ… Ҫавӑнтах ҫенӗке тухрӗ. Эпӗ математика факультетне кӗме хатӗрленетӗп; тӗрӗссипе каласан, синус, тангенс, диференциал, интеграл тата ытти ҫакӑн евӗрле сӑмахсем питӗ килӗшнӗрен ҫак факультета суйласа илтӗм. Эх, ӑҫта-ши вӑл халӗ, ӑҫта илсе кайрӗ ӑна ашшӗ? Шыва кӗни ӑна уҫӑлтарчӗ. Шухӑшӗсем кун тӑршшӗнчи ӗҫ-пуҫ патне таврӑнчӗҫ. Ку сӑмахсене илтсен, Дик Сэнд шартах сикрӗ те Джек патне пычӗ. Аван лартрӑн эсӗ вӗсене, Гек! Ӑна опиум туртать тетчӗҫ. Строительствӑшӑн кӗрешес ӗҫ ҫивӗчленнӗҫем ҫивӗчленсе пычӗ. Вӑл каллех хӑвалама пуҫларӗ. Ак, хай, Кораблев тухса каларӗ те, пурте паллӑ пулса тӑчӗ. Акӑ ҫаксем ӗнтӗ, кӗскен те уҫҫӑн каласан. Япала йӑтакансене вырӑна ҫитсен ӗҫшӗн темиҫе метр «мерикани» текен мамӑкран тӗртнӗ пир, тар, пӗрер ывӑҫ каури е пӗрер ярӑм шӑрҫа панӑ, хӑш-пӗр чухне чура сутуҫи, урӑх нимӗн те пулмасан, тӳлев вырӑнне ытла хаклах тӑман чурине парса янӑ. Тен, ӑна ҫак яланах ӗҫлӗ те ҫиллес пек курӑнакан, ҫынсенчен кӑштах пӑрӑнакан ҫын халӗ, хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки тӗл пулура, тата урӑх енчен лайӑх курӑнчӗ пулӗ? — Сарлака хулпуҫҫиллӗскер хӑй, пин шучӗпе килни. Ҫав телескопӑн труби те ҫук. Егорушка пальтине хыврӗ, куккӑшпе Христофор аттен аллисене чуптурӗ, вара сӗтел хушшине ларчӗ. Команчасем хыҫҫӑн хӑвалани Исидора сасартӑк пырса тухнӑ. Кӑнтӑрла, чи шӑрӑх вӑхӑтра, ҫав тополӗн ӑшӑ мамӑкӗ Мускав тӑрӑх вӗҫсе ҫӳрерӗ, вӑл палатӑн уҫӑ чӳречисенчен вӗҫсе кӗчӗ, урайӗнче, кӗтессенче пухӑнса выртрӗ. Виҫӗ сехет ҫитесси инҫе-ха. Ҫавӑн пек минутсенче мана яланах пур ҫын та хӑйсем шутласа кӑларнӑ суя пурӑнӑҫпа пурӑннӑ пек, чан-чӑн этем пурӑнӑҫӗ ак ҫакӑнта пек туйӑнатчӗ. — Эс, турра маннӑскер, шапкуна хыв, — терӗ вӑл кӑнттаммӑн. — Тупата турӑ, Сид мистер, ун пек кукӑль епле пӗҫерем-ха эпӗ. Фома ашшӗн сарлака кӑкӑрӗ ҫине пӑхнӑ, унӑн хулӑн сассине итлесе, хӑй ӑшӗнче:— Ну тата, часах вилес ҫук-ха эс! — тесе шухӑшланӑ. Ҫакӑ йӑлтах ӑна чунтан савӑнтаракан темӗнле хӑйне май сӑнар пулса тӑнӑччӗ. Эпӗ хам ҫын ҫине ҫилленсе пурӑнакан этем маррипе, хамӑр хушӑри хирӗҫӗве те, вӑл мана суранланине те пӗтӗмпех чӗререн каҫартӑм. — Ӗҫӗ унта мар! — Саня кухня алӑкне уҫса ячӗ. — Мӗншӗн ӑна вӗсем тӗке-тӗке ячӗҫ? — тӗпченӗ ачи, ашшӗ ҫумне хытӑрах лӑпчӑнса. Тен, ку уншӑн урок пулӗ тата чӳрече решеткисем патне асӑрханса пыма вӗрентӗ. — Темле «ша», — терӗ вӑл. «Эсир паян голована лайӑхрах ҫӗтӗлтерме килӗшетӗр-и?» — Иван Иваныч-и? Пырать ҫак Ермил пӗве урлӑ; ҫулӗ ҫавӑнтанах пулнӑ унӑн. — Хӑрушӑ кӗр,— терӗ ӑна хирӗҫ Андрей шӑппӑн. Сунара хатӗрленни Кукӑль ҫинӗ чухне Якова чӗнсе кӗртрӗҫ те линейка, йытӑсем тата утланмалли лашасем пирки — пурне те ҫав тери тӗплӗн, кашни лашана ячӗпе асӑнса, мӗн-мӗн тумаллине каларӗҫ. Памастӑн, калӑн тата: «Шалишь, пичче!» тейӗн. Партишӗн ку — нихӑҫан тавӑрми ҫухату, большевиксен партине пуҫласа яракан, ӑна тӑшмансемпе нихӑҫан килӗшми парти туса ҫитӗнтерсе ӳстернӗ ҫын вилчӗ… Гусев». Хӑвӑнпа пӗрле — хӑвӑн, хӑвӑн айӑнта — хӑвӑн, ҫӗр ҫинче — хӑвӑн, ҫӗр айӗнче те хӑвӑн — акӑ мӗн ура ҫинче ҫирӗп тытса тӑрать ҫынна! Нагульнова… — Тӳрех ун патне кӗретӗп. Вӑл ҫӗклесе чӳречине уҫрӗ, шикленсе те хавасланса пуҫне кӑларчӗ. Вӑл сире тӑрантарса усрама хыснана пит йывӑр килнине пухӑва кӑтартса пачӗ те, хысна часах пӗтмеллипех пӗтсе ларать, терӗ. Эс кала, Корытова, вӑтанса ан тӑр. — Дю те вулеву? — терӗ Ванюш, шӑл йӗрсе. — Хӑйсем калашле, «экскурсире ҫӳрекен» пӗр-пӗр усламҫа ҫав паразитсене атакӑлать ӗнтӗ, унтан вара кашкӑр тытма ҫӳрерӗм тесе мухтанать. — Вӑл Лукерья умне пӗшкӗнчӗ те, ӑнлантарса каларӗ: — Калама ҫук пысӑк налог хурса пачӗҫ! Эсир мана кулма ирӗк памастӑр, анчах эпӗ ҫитес ҫывӑх вӑхӑтра вӑл ирӗкпе усӑ курӑп-ха. — Эсӗ Аннӑна юрататӑн-и? Марсиансемпе калаҫмашкӑн питӗ нумай тӑкак тумалла пулнӑ пирки, ӑна пуҫлама никам та тӑрӑшман. Ҫапах та асӑннӑ ҫӗршывсенче пулма ӗмӗтленекенсем вӗсем пирки урӑхла шутлаҫҫӗ пулсан, эпӗ тупа тусах асӑннӑ ҫӗршывсенче манччен пӗр европеец та пулса курман тесе шантарса калама пултаратӑп. Тата камӑн мӗн ӗҫ пур ман ҫумра? «Мӗн сана?» Эпир каласа панӑ ӗҫсем ун куҫӗ умне пӗрин хыҫҫӑн тепри уҫҫӑн тухса пычӗҫ. Микеле, шӑхӑркаласа, вӗсем патне пычӗ. Ыйткалакан ӑна калама ӗлкӗрчӗ, ыйткалаканӗ вара йывӑҫ айӗнче чӗрӗ сухан ҫисе ларакан виҫӗ хресчене систерчӗ. Ку ӗҫе вӗҫне ҫитермелле ҫеҫ ӗнтӗ. Йӗри-тавра шӑп. — Каялла, Павлуха! Анчах ҫак тӗлӗк пек килсе кӗрекен шухӑш часах саланса кайрӗ. Юлашкинчен, майӑн 9-мӗшӗнче, яхта Талькагуаноран тухнӑранпа аллӑ икӗ кун иртсен, Джон Мангльс Клир сӑмсахӗнчи ҫутӑсене курчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, ман пирки вӑл короле паянах пӗлтерет, ответне вара тепӗр икӗ эрнерен кая мар илме шутлать. — Хунар ҫинче те ҫук, тет вӗт, эсир: илтӗм те ҫухатрӑм, тейӗр луччӑ, эсир ашкӑннӑшӑн Филипп хӑй укҫипе чӑтӗ, — хӗрсе кайсах тӑсрӗ сӑмахне тарӑхса кайнӑ тарҫӑ. Мӗн пӑхмасӑр каламаллине пӑхмасӑр калама вӗрен, шалти шухӑшне ҫиелтине тӗкӗнмесӗр хӑвӑн сӑмахусемпе каламаллине хӑвӑн сӑмахусемпе вӗрен. Ҫак виҫӗ тӗрлӗ хӑратни хӑлӑхсӑр пиччене пӗр сехетлӗхе лӑплантарчӗ. Юрать, вӑл лайӑх. — Аптарамалла ҫав, — тесе пӑшӑлтатрӗ майор. Кил-ха кунта, кил! — тет. Ҫак самантра Алексей сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен пулӑшу илчӗ. Карл Иваныч, аллине кӗнеке тытса, хӑйӗн яланхи вырӑнне, алӑкпа чӳрече хушшине, вырнаҫнӑ. Ун умӗнче эпир хамӑрӑн кӑмӑл тулманнине, хамӑрӑн уҫӑмсӑрлӑха ытларах туйса илетпӗр-ши, е унӑн мӗн пурри пирӗн кӑмӑла тултараймасть, е унӑн урӑххи, пире кирли ҫук, тесе каласшӑн эпӗ. Сиккипе вирхӗнет — ҫӗр кисренет, ӳксе кӑтартать — виҫӗ кун выртать… Виҫҫӗшӗ те тӗрӗс, шӗвӗр кӗтеслӗ формӑллӑ. Эпӗ ӑна Калачикра ярмӑрккара куртӑм, чӑтма ҫук хытӑ юратса пӑрахрӑм, хӑть вилсе вырт… Дефоржсӑр ӑна кичем пулнӑ. Хӑваламастӑн пулсан, луччӗ ак ҫапла пырӑп эпӗ санпа… Тен, эпир халӗ те-ха «пӗр витре апат пӗҫерсе ҫиер» тесен, хирӗҫ пулас ҫук. Анчах эпир туртӑнса тӑратпӑр: «перекетлемелле». Джемма ӑна аллинчен тытрӗ, вара вӗсем ним калаҫмасӑр, юнашар утса кайрӗҫ. Вӑл кайӑк хыҫҫӑн хӑваласа шурлӑхлӑ лапама пырса кӗчӗ, унта, нӳрлӗ мӑк сийӗ ҫинче ҫын ури йӗрне курчӗ. Эпӗ хам кочегара каласа кӑтартнӑ чухне ҫав король яланах тенӗ пек тӗп герой пулса тӑратчӗ, Яков та Францие тата «Хенрика» юратса кайнӑ пек туйӑнатчӗ. — Общество ун пеккисенчен тасалмалла тесе шутлатӑп эпӗ — ҫакна кирек мӗнле пулсан та хӑвӑртрах тумалла. Килнелле пынӑ вӑхӑтра та, вырӑн ҫине выртнӑ, ҫывӑрса кайнӑ самантра та шансах тӑрать: хӑй ҫӑмахне тытма ӑна пӗрре те йывӑр мар, ҫакна вӑл ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах тӑвӗ. — Вӑл мана курасшӑн та мар!.. Пӗри «пиччене» — эртел старостине ҫапла калатчӗҫ — кӑшкӑрса хӑй патне чӗнсе илчӗ, пӑшӑлтатса темскер пӗлтерчӗ. Мересьев ӑна хӑйӗн шинелӗпе витсе ячӗ. Кунта килнӗ чухне ҫул май Палан кӗтесне кӗрсе тухрӑм эпӗ, колхозниксем хама мӗн пӗлтернине тӗрӗслерӗм: утта чӑнах та турттарса кайнӑ, юпасене куҫарса лартнӑ, факт! Рада». Ҫыпӑҫуллӑрах кала! Ирхи апат хыҫҫӑн вӑл та блиндажран тухрӗ те, Андрее курса, ун патне кушак пек шӑппӑн йӑпшӑнса пырса тӑчӗ. Ҫӑкасем чечекленсе ларнӑ. Асфальтпа витнӗ урамсемпе площадьсем хушшинчи йывӑҫсем тавра пыл хурчӗсем сӗрлесе вӗҫнӗ, — вӗсем иртсе пыракан машинӑсем кӑшкӑртни ҫине те, трамвайсем чӑнкӑртатни ҫине те, хӗрсе ҫитнӗ асфальт ҫийӗнче чӗтресе тӑракан, нефть шӑршипе тулнӑ вӗри сывлӑш ҫине те ҫаврӑнса пӑхман, хӑйсен ӗҫне тунӑ. — Отпускра эпӗ, виҫӗ эрнелӗхе. Жухрайпа Павел пӗрин хыҫҫӑн тепри такам хӳми урлӑ сике-сике каҫрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах юланутлӑ петлюровец та ҫул ҫине тухрӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, вестовой хӑй мӗнле тарни ҫинчен каласа парсан, Лозневой ӑна пӗтӗм чӗререн мухтаса илчӗ. — Самаях кӗтрӗм, лашана ҫитерме тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ; эпӗ вӗт каҫхи, — ответлерӗ старик-лавҫӑ; хӗвел ӑна кӑштах савӑклантарнӑ пулас, паҫӑр кичемрехчӗ. Эпӗ его величествӑн маҫтӑрӗсене чӑмӑрсене пемелли металл кӗпҫесене тума вӗрентме пултаратӑп, терӗм. Ҫемйинчен ыйтса пӗлмесӗрех вӑл — тепӗр тесен, ачана ӑс пама, тӳрӗ шухӑш-кӑмӑл пама вӗсенчен ыйтса тӑни кирлӗ-ши! — ҫамрӑк виконта, хӑй пӑхса ӳстерекен ачана, хӑйӗнче мӗн пуррине пӗтӗмпех панӑ. — Ӗҫессе лайӑхах, пӗрле ларса ӗҫер, хуҫа пирӗншӗн пустуй хӑйӑ ҫутатӑп тесе ан калатӑр. Вӑл паян кунчченех шывран ҫӳлелле хӑпарса тӑрать. Эпӗ яланах лайӑх, капӑр тӑхӑнасшӑн, хитре-илемлӗ, чечен-ҫепӗҫ пуласшӑн, мана пӑхӑнса пуҫ тайччӑр, манӑн влаҫ пултӑр! Эсӗр мар-ши ҫав ҫын?.. — терӗм эпӗ вӑл иккенне сиссе. Командир итлеме чӑрмантаракан шлемне туртса хыврӗ. — Вӑл ҫӑткӑнланса пурӑнчӗ, вӑл хӗтӗртрӗ мана! — Этем йӗп мар, тупатпӑр. Вӑл сиксе тӑрать те ачасен пӳлӗмне чупать. Пӗлес-курас теекеннисем пырса пӑхнӑ та: пульӑна чӑнах та капитанӑн инициалӗсемпе паллӑ тунӑ мӗн. Ку укҫа вара пирӗн кӗсьене кӗрсе ӳкетчӗ. Мӗншӗн тесен вӑл хӑех айӑплӑ. — Параймастӑп, хамӑн та пӗр чӑмлаклӑх кӑна юлнӑ. «Динго та Геркулесран ҫыру илсе килнӗренпе урӑх курӑнмарӗ вӗт-ха», — аса илчӗ Дик Сэнд. — Эпӗ сире ӗҫ пирки тӳррӗн калама ыйтатӑп! — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ старик. Тупата, епле калаҫать вара вӑл!) Фон Зоон поручик, — салтаксем ӑна «Под-Звон» тетчӗҫ, — ҫавскер, ара, пӗррехинче ҫапла пухура… Анчах ӑна Липский, хӗрӗхри штабс-капитан, хӗрлӗ те хулӑнскер, пӳлсе лартрӗ; ҫулӗсем самаййине пӑхмасӑр, хӑйне вӑл офицерсен обществинче мыскараҫӑлла тыткалать тата хӑй валли темӗскершӗн ачашлӑхпа иртӗхнӗ, анчах пурте юратса, юп курса тӑракан камитле ачан тӗлӗнтермӗшле те кулӑшла чӗлхине суйласа илнӗ. — Эсӗ еплерех калаҫкаланине куратӑп вӗт-ха эпӗ. Учраспредчик Павел мӗн хӑтланассине сӑнаса тӑрать. Туфта, усал та чӑкраш ҫамрӑк старик, пысӑк та ҫивӗч хӑлхаллӑскер, куҫа йӗрӗнтерет, ҫав вӑхӑтрах ун ҫине пӑхса кулса ярас килет. — Юрать, — терӗ Павел йӗкӗлтемелле лӑпкӑн. Ӑна яни аван пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫухӑрнипе пӗтӗм кӗтӳ пухӑнчӗ. Кирлӗ — вӗсем… Эх, тур ҫырлах! Эпӗ ӑна пӗлсе ҫитереймен. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл ҫапла каланӑ: «Ан хӑра, пурте аван пырать-ха», — тенӗ. Анчах унӑн черине ҫав тери пысӑк йывӑрлӑх пусса тӑнӑ, ҫавӑнпа сасси те унӑн уҫҫӑн тухман, вӑл «пурте аван» тесе мар, «пурте пӗтрӗ» тесе каланӑ пекех туйӑннӑ. Акӑ, вилене пирӗн тӗлтен йӑтса иртсе кайрӗҫ те, татах ҫул ҫине тухрӗҫ, вара татах чуна ҫӳҫентерекен хурлӑхлӑ юрӑ илтӗнме пуҫларӗ. Пуҫ та ҫаврӑнма пуҫларӗ кунпа». Мӗн кирлӗ вара сана, чӑнах? Давыдовӑн лӑпкӑ сасси, ӑшӑ сӑмахӗ — тен, вӑл Варьӑна ҫеҫ ҫапла туйӑнчӗ пулӗ — хӗрӗн ӗмӗтне пач татрӗ. Эпӗ хавассӑнах ҫула тухрӑм та пиччепе ҫак ҫӗнӗ тинӗс хӗррипе каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫларӑм. Мотор каллех тикӗс ӗҫлет. Ман тутама та сӗртӗнчӗ… Анчах ку самантра Зинаида эпӗ тӑна кӗнине, куҫ уҫмарӑм пулин те, ман сӑнранах тавҫӑрса илчӗ пулас — хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ: «Ну, тӑрӑр, ашкӑнчӑк, ӑссӑр ача; мӗн эсир тусан ҫинче выртатӑр?» — Эсир епле шутлатӑр: эпӗ хама хам ытлашши юрататӑп-и? — терӗ вӑл, ман ҫумма пырса ларса. Чӗмсӗртерех пан Попельский пани Яденкона юратса «пӑрахни» шӑпах ҫав кӑткӑс пьесӑна каланӑ чухнехи кӗске самантра пулса иртнӗ тесе никамах та ӗнентерсех каламаҫҫӗ, анчах ҫаплах пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Эпӗ нимӗн чӗнмесӗр Кораблев калаҫнине итлесе лартӑм. Мӗнле-ха тата? Вӑл мана: «Йӗркеллӗ хӗрарӑм тупма май пур ҫӗртех йӗркеллӗ ҫын ҫав йӗрӗнчӗк таса мар ҫурта, чир-чӗр ҫаклатмалли вырӑна, ҫӳремест ӗнтӗ», — терӗ. Вӑл шоссе ҫине чупса тухрӗ те пӗтӗм вӑйӗпе кӑшкӑрса ячӗ: — Сывӑ пулччӑр юлташсем! Маша ҫӑм тутӑр пӗркеннӗ те ҫине ӑшӑ капот тӑхӑнса янӑ. Аллине хӑйӗн шкатулкине илнӗ, унтан хыҫалти крыльцапа тулалла тухнӑ. Пирӗн хыҫҫӑнах тенӗ пек хуллентереххӗн Гриша кӗчӗ. Вӑл мӗншӗн кулнине пӗлеймерӗм. Малтан ӗшеннипе куҫҫулӗ тухрӗ, унтан хурланнипе тумлама пуҫларӗ. Анчах юланут ӗречӗсем ҫул ҫинче ерипен сайраланса пыраҫҫӗ. Манӑн компликаци ҫакнашкалскер-ҫке-ха, чӑн-чӑн кулака выляса пама май парать… Авӑ мӗнле пулма тиврӗ Кондратько мучин ватӑлмалӑх кунӗсенче! Разметнов, мӗн кирлӗ пеккине ҫырса пӗтерсен, сиввӗн каларӗ: — Ну, Лапшинов мучи, тасал кунтан. — О, ҫук, ытла! Хӗрарӑмсен ҫак юлашки хатӗрленӗвӗсем нумая пымарӗҫ, хуть мӗн каласан та, вӗсен хатӗрленӗвӗсем Жак Паганель хатӗрленӗвӗсенчен ансатрах пулчӗҫ. — Нэн мӗнле? — ыйтрӗ ватӑ Том. — Аллуна! — кӑшкӑрчӗ Бек-Агамалов. Ҫапла ӗнтӗ эпӗ кун хыҫҫӑн кун ҫак дневниксене йӗркелесе вулама пуҫларӑм. — Пулнӑ. Эпӗ географие епле вӗреннине курнӑ-курманах, атте мана хӑлхаран ярса илчӗ, унтан Бопре патне чупса пырса, ӑна сасартӑк вӑратре те темӗн те пӗр калама тытӑнчӗ. — Ҫаплах, мӗнле апла? — мӑкӑртатрӗ Валя. Чи малтанах Палан кӗтесӗнчи тавлашуллӑ ҫӗр халиччен чӑннипе камӑн пулнине тӗплӗн пӗлме, унтан вара, ҫак ыйтӑва епле татса панине кура, ӗҫе малалла яма шутларӗ. Пӑлханнӑ шухӑшӗ ӑна чӑн-чӑн пурнӑҫран тата аяккарах илсе кайма пуҫларӗ, вара вӑл ним пӗлмесӗрех, автомат пек малалла ыткӑнчӗ, — ҫак хушӑра унӑн асӗнче пурнӑҫра нихҫан пулма пултарайман сӑнлӑхсем ҫурала пуҫларӗҫ. Отрядӑн пӗртен-пӗр туппи тата пулемётлӑ лавӗсем чул сарнӑ ҫул тӑрӑх кӗрлесе иртсе кайсан, ачасем вӗсен хыҫӗнчен утрӗҫ. Лось пит-куҫне пӗркелентерет ҫеҫ. Эпӗ Миллеровӑри полка хӗҫ-пӑшалсӑрлантарса, унӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсемпе усӑ курасси ҫинчен калатӑп. Киноартист пулаймасть ӗнтӗ вӑл халь тин, ку паллах, анчах танкист — пит лайӑх пулма пултарать… Сӑмах та ҫук, кирлӗ. Урам вилӗллӗ шӑпчӗ, никам курӑнмастчӗ тата ӑна палламалла та мар пекчӗ. Ну, кала ӗнтӗ: хӑраса ӳкмӗн-и, тармӑн-и? Манӑн ӗҫсем лӑпӑр-лӑпӑр мар, Давыдов юлташа хӑйне илсе ҫӳретӗп, ҫавӑнпа сан хӑярусемпе апла хӑтланма пултараймастӑп. Тӗн «чӑнлӑхӗсем» тӗлӗшӗпе иккӗленекен ҫынсене ҫав ушкӑн хаяррӑн хӗсӗрленӗ. «Доминиканец» тени латинла «турӑ йытти» тенине пӗлтерет. Чӑнах та вӗсем турӑпа тӗн тӑшманӗсене йытӑсем пекех усалланса курайми пулнӑ. Бруно доминиканецсем патӗнче вӗреннӗ. Эпӗ ӑна мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек, — тӑмпуҫ, терӗм. Анчах вӑл хӑйӗн статьисенче халӗ те Татаринов капитанпа ырлӑх кӳрекенӗ кирек хӑҫан та эпӗччӗ тет, «Норденшельд йӗрӗпе каяс» тенӗ шухӑш та унӑнах пулнӑ пулать, имӗш. Мӗн эсир пит пӑхатӑр ман ҫине? Куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫлӑ темӗнле хӗрарӑм Павел патне ыткӑнчӗ, хӑйӗн тӑванне ыталанӑ пек ыталаса, хытӑ макӑрса ячӗ. Анчах сана, Гаррис, ку мӗнле пулнине ӑнлантарса парӑп эсӗ вара ман калава, кӑмӑлу пулсан, хӑвӑн ҫамрӑк тусна каласа пама пултаратӑн. Вӑл пачах пекех ӗҫлеме пултарайман; унӑн аллисем чӗркуҫҫисем ҫине шуса аннӑ. Ҫӳлтен сасартӑк пирӗн урасем айне вӗтӗ чулсем кусса анчӗҫ. Урасене йӗпететпӗр те, ҫула тухса каяс умӑн шӑнса пӑсӑлатпӑр! — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ Стручков, хӑйӗн темле савӑнӑҫсӑр шухӑшсем ӑшне путнӑскер. Хапхаран тухнӑ чух унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине такам пальто уртса ячӗ. Анчах вӑл малтанхи пекех утрӗ, пальто унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинчен шуса анса ҫӗре ӳкрӗ, боецсем вара шеренгӑсене ҫурмаран сирсе пальторан пӑрӑнса иртсе кайрӗҫ. Эсӗ вӗсене иккӗшне те хӑвӑн юбку айне пытарӑттӑн та вӗсем ҫинче чӑх ҫӑмарти ҫинче ларнӑ пекех ларӑттӑн. Чун-чӗре хушмасть. Вӑл чӗмсӗрленсе тӑни малашнехи шыравсен планне тума та чӑрмантарать. Тӗлӗнмелле «чее» сӗрме купӑс та уншӑн ним мар пулнӑ ӗлӗк, ахальтен мар-ҫке ӗнтӗ, вырсарникунсенче, корчмара, «казачок» е поляксен савӑнӑҫлӑ «краковяк» кӗввине никам та унран лайӑхрах калайман. «Офицер господина калаҫса татӑлмашкӑн вунӑ сехетчен кӗтетӗп, — шутласа хучӗ Санин тепӗр кун ирхине тумланнӑ чух, — кайран вара шыратӑр мана!» Вара макӑракан Варя, ӑна итлесе, йӗпеннӗ пит ҫӑмартине кӑвак тутӑр вӗҫӗпе шӑлса илет, пӗр сассӑр тем пӑшӑлтатса, хӑюсӑррӑн кула-кула илет. Юрдан вӗсен енне хаяррӑн пӑхса илчӗ: — Ун пек сӑмаха шӳтлесе те калама юрамасть, Гинка. — Кил кунта, Марийка! — чӗнчӗ ӑна Огнянов. Вӑл малтан виҫӗ пин, кайран тӑватӑ пин метр ҫӳллӗшӗнчен таврари вырӑнсене пӑхса пырса, пӗр-пӗр пӗчӗк уҫланкӑ та пулин курма ӗмӗтленсе вӗҫрӗ. Санин каялла кӗрсен, Джемма пуҫне кӑшт тайса тав турӗ, шухӑша кайса йӑл кулса илчӗ те Веберӑн илемлӗ кӗввинче Макс пӗрремӗш юратун мӗнпур ачашлӑхӗпе вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен пӗлтернӗ вырӑна шӑппӑн юрласа ячӗ. Ҫакнашкал каҫ та ҫынсем вилеҫҫӗ, анчах телее пула. Вӑл Любовь тетӗшне мӗнле хисепленине аса илнӗ. — Мӗн! — терӗ Гленарван. — Эсир хӑвӑра валли Шӑнкӑрча ыйтӑр, Владимир Семеныч! — терӗ халь кӑна Краут чӗлӗмне илсе килнӗ Вланг: — питӗ аван лаша. Ку ят пур ҫын алӑке те уҫӑлса каймалла ятах мар ӗнтӗ. Фон Рихтер г-н «Тшибадола» г-на вырӑн суйласа илме хушрӗ; Половцев пӗр сӑмахне сиктермесӗр тӑнларӗ. Кӑштах тӑрсан, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Григорий Банник пырса кӗчӗ. — Ах, ача, хӑрушӑ! пӗлесчӗ сан… Вӑт, ухмахланаҫҫӗ! Тӑрӑшса ӗҫлерӗмӗр, пуҫтарса, пухса пурӑнтӑмӑр, халь акӑ: йӑлтах сапаланса каять! — Выльӑх-чӗрлӗхне кайса паратӑн-и? Эпир Уйӑх тӳремлӗхӗсемпе сӑрчӗсем тӑрӑх нумай ҫӳрерӗмӗр. Инҫетелле кайнӑ чух шанчӑклӑ питӗрнӗ танкеткӑпа ҫӳрерӗмӗр, ун ӑшӗнче скафандр тӑхӑнмасӑрах пит аван. Пансене пӗтертӗмӗр те пирӗн ҫурӑм ҫинче пан саламачӗ те пӗтрӗ. Дамянчо бай тем вӑрӑмӑш истори каласа кӑтартрӗ, унта хурахсенчен урӑх икӗ паша та хутшӑннӑ-мӗн, Щипра каҫ выртмалли ҫурт хуҫи капитан пулнӑ имӗш, грек, тет, Валахири Куза княҫӑн йӑмӑкӗ те пулнӑ иккен. — Дарби Мак-Гроу! — тесе ҫухӑрать вӑл, ҫак ҫухӑрнинче уласа макӑрни илтӗнет. — Дарби Мак-Гроу! Анчах мӗншӗн? Юрдан Диамандиев ҫулланнӑ ҫын ӗнтӗ, ялан чирлӗ, салху та ҫиллесскер, вӑл шӑпах «чорбаджи» сӑмах ятне яракан пуян пӑлхарсен ушкӑнне кӗрет. Тата ҫак хӑйсем тӗллӗн ҫутатса тӑракан ҫӑмха пек ҫаврака кристалсем! — тесе тӗлӗнсе пыратӑп. Иккӗмӗш сутӑҫ мӗн чул тупӑш илнине пӗлес тесен, мӗн тумалла? Пуҫа брезент айӗнчен кӑларсан, эпӗ виҫӗ матрос рулевоя «конторка» стени ҫумне хӗссе лартса ун ҫине тӗрлӗ сасӑсемпе кӑшкӑрнине куртӑм: — Пӑрах, Петруха! Ҫав инҫетри ҫутӑ «ырра» вараласа кӳрентерни чи таса япаларан мӑшкӑлласа кулни мар-и ку? Шутлӑ кунсене ҫавӑнта ирттерӗп… Эсир ун питӗнчи ҫӗвве куртӑр-и? — Ерофей Кузьмич! «Ну, Солоха, халь ӗнтӗ эрех ӗҫтер. Корытов пӳрнипе кӗленче ҫине кӑтартрӗ. — Ку — «Ҫентерӳ» совхозран. Комиссар хаҫат илсе сывлӑшра пулса иртнӗ интереслӗ ҫапӑҫу пирки калакан корреспонденцие вуларӗ. Йӑлт аркатса тӑкрӗҫ станока. Тепӗр кун каҫхине ачасем, шыва кӗнӗ чух, Изота саларан кӑшт ҫӳлерехре типпе юлнӑ ҫӗмрӗк баржа айӗнче тупнӑ. Парижра пурте ҫӗленӗ кӗпе-йӗмпе сутӑ тӑваҫҫӗ тата унта ҫав тери ҫӳллӗ башня пур — ун тӑрринчен тинӗс леш енчи хуласем те курӑнаҫҫӗ. Ихошка кӗскен ассӑн сывласа илчӗ. — Коридорта вырӑн ҫук ӗнтӗ… Мӗншӗн апла? Анчах вӗсем пире кашнине ятран чӗнеҫҫӗ, хӑйсене хӗрхенсе пӗчченлӗхре вилессинчен хӑтарма йӑлӑнаҫҫӗ. Акӑ Нефтис, сан йӑмӑку. Вӑл яланах васканӑ пек туйӑнать, анчах хыпаланмасть. — Чӗрӗк сехет ҫитет. Чӑрӑш тӑрринче куҫа курӑнман пакша тӑрмашать. Вӑл чӑрӑш йӗкелӗсене шӗкӗлчесе ҫиет, тӑрмаласа пушатнӑ йӗкелсене вӑхӑтран-вӑхӑт ҫӗре пӑрахать. Кунсӑр пуҫне тата ӗҫмелли шыв та ҫук, ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗсем питех те аптӑраса ҫитрӗҫ. Пире ӑҫта шырамаллине шуйттан та пӗлмен япала кирлӗ. Ҫав тискер выльӑхсене чармашкӑн мӗн те пулин тӑвас пулать. Анчах ҫапах та хӑлхасене ҫивӗч тытас пулать. — Нестеренко, шухӑша кайса, куҫ харшине хыҫса илчӗ те ҫилӗллӗн ӗхлетсе илчӗ: — Ним те тума ҫук ӗнтӗ санпа, хаклӑ япаларан уйрӑлмах тивет. Чунӑмҫӑм, айван ача. Ҫапла пӗр чӗрӗк сехет иртрӗ. — «Британи» ҫинчен юлашки хыпарсене Кальяоран илнӗ. Апла эсир вӑл унта чухне ун ҫинче вуҫех те пулман-и? Ҫавӑнпа мӗскӗн карчӑксемпе ҫамрӑк арӑмсем тупӑ кӗмсӗртетнӗ сасса илтесрен хӑраса, хӑлхи шӑтӑкӗсене мамӑк чиксе, мӗн каҫ пуличченех кӗтсе ларчӗҫ. Эсир ман пирки иккӗленетӗр, — аван, анчах ҫынна айӑплас тесен, пӗр иккӗленнипе кӑна ҫитмест, — ӗҫсемпе кӑтартса парас пулать! Ют ҫӗр ҫинче ан ҫулӑр» — «Мӗнле ют ҫӗр ҫинче апла? Суккӑр-им эсӗ, мише юпи ӑҫта ларнине курмастӑн-им?» Вот епле ҫаврӑнса каять вӗт хӑш чухне пурӑнӑҫ: нумай та пулмасть умра сӗм тӗттӗмччӗ, халь акӑ каллех хӗвел йӑлкӑшса кулать. — Анчах маншӑн пурте хура-ҫке… пур ҫӗрте те, яланах хура! Мӑнаккӑшне вӑл пӗтӗм чӗрипе хӗрхенчӗ. «Ҫапла, кӳрентерес, намӑслантарас, этем тивӗҫӗнчен чакарас, унтан никама та мар, пӗр мана ҫеҫ айӑплӑ тӑвас», — хама хам каларӑм эпӗ. Вара сасартӑк мана чӑтма ҫук хӑрушӑ курайманлӑх ҫавӑрса илчӗ — ун пеккине халиччен нихҫан та пӗлменччӗ-ха эпӗ. Вӗсем хупӑ симӗсрех тӗслӗ, шрифт — геометри ӗлкиллӗ, хурарах хӗрлӗ, ҫемҫе сӗмлӗ. Малтанхи хут пӑхсан, вӑл темшӗн Врубелӗн Тамарине аса илтерет, анчах ҫак литература танлаштарӑвӗ тӗрӗс мар иккен: унӑн, ҫак хӗрачанӑн, тӗлӗнмелли нимех те ҫук. — Тата ҫӗрле ман ҫине пӑхатӑп тесе хӑратрӗ. Вӑл каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн залра граната ҫурӑлса кайнӑ пекех пулчӗ. Тӗрмерен тӳрех! — тесе пӗлтерчӗ вӑл тӗлӗнмелле сасӑпа, вара Власовӑн аллине хыттӑн чӑмӑртаса силлерӗ:— Павел салам каларӗ… — терӗ. Часах музыка янтраса кайрӗ, зал алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, бал пуҫланчӗ. Ҫапах та, маншӑн та ҫапӑҫ. Ыратнипе кӑшкӑратӑп, вӑл каҫса кайсах кулать. Каҫхи апатне вӗсем ахаль чухнехи пек шавламасӑр та калаҫ масӑр ҫирӗҫ, пурин те пит хытӑ шухӑшламалли, темӗскерле пысӑк япала пулнӑ темелле. Каҫхи апачӗ хыҫҫӑн, пурте ҫывӑрма выртсассӑн, Жихарев кӗнекене туртса кӑларса мана каларӗ: — Ну-ка, тата тепӗр хут вуласа пар-ха! Сайрарах, ан васка… Шалтан та шала кӗрсе пычӗ ҫак япала, хӑшпӗр чух айккинелле пӑрӑннисем те пулнӑ ӗнтӗ. Ӗмӗтне ҫухатнӑ сунарҫӑ, вӗҫерӗнсе кайнӑ япалана вӑрҫса, уҫӑ вырӑналла тухнӑ. Вӑл ҫапла каларӗ:— Гек вӑл тӗлӗшрен аптрамасть. Амӑшӗ каллӗ-маллӗ ҫӳресе ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ; — Ман сухала татса илеҫҫӗ ӗнтӗ, — терӗ Ромаҫ, эпӗ вӑл кулса калаҫнине сисрӗм. Анчах унта испанецсемпе арабсем те, верблюдсемпе слонсем те ҫук. — Ху пӑх. Ирхине эпир ҫиччӗмӗш депо комитетӗнче пичче фронта кайнине пӗлтӗмӗр. Лешсем хапхаран тухсан, вӑл хӑй ваттине пӑхмасӑрах, хапхаран хир качаки пек ҫӑмӑллӑн сиксе тухса, тӗлӗнмелле вӑйпа лашана тытса чарчӗ, унтан ывӑлӗсенчен пӗрне ухмах ҫын пек пӗтӗм чун хавалӗпе ытакласа илчӗ, вара ӑна каллех килелле илсе кайрӗҫ. Ҫав арчасенче хӑй кӑна пӗлекен никамах та кирлӗ пулман пиншер япаласем выртнӑ. Ӳпкелешӳ те кӳлешӗ, юншӑхласси пуҫланчӗ: — Чӗрӳнте мӗн пуррине тӳррипе йӑлтах каласа пар, эсӗ манран сивӗннине эпӗ хуллен-хулленех чӑтса ирттерӗп, мӗншӗн тесен эпӗ сана ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн, — терӗ вӑл мана. Витерен Осип Михайлович тухрӗ, туйи ҫине хытӑ тайӑнса утать вӑл. Воропаева юратнӑ пирки тухса тӑнӑ хуйхӑ, телейлӗ пулмалли шанӑҫсем пӗтнӗ пулин те, епле пулсан та ӑна ура ҫинчех тӑма хистерӗ. Даша инке килӗнчен тухса кайнӑччӗ, вӑл тепӗр икӗ эрнерен таврӑнчӗ. — Эпир те виҫҫӗн тата Гокинс пур — акӑ ӗнтӗ ҫичӗ ҫын пултӑмӑр. Том мӗн те пулин суяс терӗ, анчах ҫав минутра унӑн куҫӗ умне вӑрӑм сарӑ ҫивӗтсем тухса тӑчӗҫ, юратӑвӑн туртӑм вӑйне пула ҫав ҫивӗтсене вӑл тӳрех палласа илчӗ. Икӗ сехет тӗлнелле каллех хум вӑйланнӑ, Джим мана вӑратас тенӗ ҫӗртех вӑратман: хумсем ытлашши пысӑках пек туйӑннӑ ӑна; анчах вӑл йӑнӑшнӑ; сасартӑк пӗр капмар хумӗ килсе ҫапнӑ та мана сулӑ ҫинчен пӗррех шӑлса ывӑтнӑ. Темиҫе минутран вара хирӗҫле енчен пӗр шурӑ мӗлке курӑнса кайрӗ. Вулассине эпӗ вутӑ ҫурма тухса кайсан, сарайра е мачча ҫинче вулаттӑм, ҫав ӗнтӗ пӗр пекех лайӑх марччӗ, сивӗччӗ. Джемма Гофмана юратсах кайман иккен, ку ҫеҫ те мар, ӑна вӑл… кичем тесе те шутланӑ. Халӗ, хӑйӗн мӗнпур вӑйӗпе, чун хавалӗпе, ирӗкӗпе пӗр тӗллев ҫине — утма вӗренесси ҫине тӑрӑнсан, Мересьев хӑйӗн йӗри-тавра мӗн пулса пынине сахал асӑрхарӗ. Анчах аҫа гагарӑсен шултӑра, хытӑ тӗкне никам та хапсӑнакан ҫуккипе сунарҫӑ та текех кайӑк йӑвине тустармасть, вара ами ҫав йӑвана ҫӑмартасем хурса часах чӗпписене кӑларать. — Ну, ҫаврӑнкала ӗнтӗ, ҫӑхан! — терӗ вӑл, хаяррӑн. Комета Хӗвелрен каялла чакнӑҫемӗн газсем, етререн тухса, ҫиелти сийӗн хушӑкӗсене тулаҫҫӗ. Хӑйӗн супӑнне вырнаҫтарни нимӗнех те мар, анчах ҫынсене ҫӗр сухалама пулӑшни — ку ӗнтӗ политика, идея тӗлӗшӗнчен ҫавӑрса илни иккен… Воропаева тылри хирӗҫӳсен йӗркесӗрлӗхӗ тӗлӗнтерсе ячӗ. Унтан вӑл, ӳкӗнӳллӗн, ассӑн сывласа, куҫӗсене пӗлӗт ҫинелле ҫӗкленӗ, — вӗсем ӗнтӗ унӑн пӑтранчӑк пулнӑ, хӑйсен чӗрӗ те ӑслӑ ҫутине ҫухатнӑ. Анчах старикпе хире-хирӗҫ тӑрса тытӑҫнӑ чухне ялан тенӗ пекех Говэн ҫӗнтернӗ. Каллех ҫӗнӗ еркӗн тупнӑ пулмалла ӗнтӗ. — Эпӗ сирӗн паянхи савӑнӑҫӑра пӑсас темерӗм, ҫавӑнпа шарламарӑм та. Покровск башнинче те ӗрчесе кайнӑ вӗсем, лайӑх ҫанталӑкра вара унти шуйттансем, пулӑҫӑсем хӑйсен неречӗсене шыв шуйттанӗсене илештерес тесе ҫыха-ҫыха хунӑ табака вӑрлама тухаҫҫӗ. Ну, ҫывӑр, ан кулян, халех таврӑнатӑп. Анчах та эпӗ хӑрамарӑм. — Ҫук. Ҫакӑ вӑл ӳкӗнни пулать-и вара? Туртас килет-и? — И-яя, — пӑртак шелленӗ пекле калатчӗ трактир хуҫи, — ку аван ӗнтӗ! Унӑн хыткан хул лапаткисем тухса тӑраҫҫӗ, куҫӗ айӗнчи мӑкӑлӗ ҫаплах хитре мар курӑнать, вӑл, шывран хӑраса, кӑштах чалӑшнӑ, ҫавна май унӑн пӗтӗм кӗлетки катемпи евӗрлӗрех туйӑнать. Ах, тупата, епле ырӑ чунлӑ ҫак Колчо! Вӑл кунта пирки йывӑр, пӑчӑ мана. Эпӗ питех тав турӑм ӑна. — Ах, шуйттан! Хамӑр лашасемпе кайни Петровскинчи ҫуртӑн крыльци умне каллех икӗ экипаж пырса тӑратрӗҫ: пӗри — карета, унта Мими, Катя, Люба, горничнӑй тата ларкӑч ҫине приказчик Яков хӑй лараҫҫӗ, тепри — ҫӑмӑл урапа, ун ҫинче эпӗ, Володя тата хырҫӑ тӳлеттерсе пурӑннӑ ҫӗртен илнӗ Василий тарҫӑ ларса пымалла. Эпир выҫӑ ларатпӑр. Моральте яланах арифметика пытанса тӑрать; «Уголовнӑй наказанисем ҫинчен калакан закон кӗнекин» святойла айванлӑхӗ ҫав харпӑрлӑхӑн пит пысӑк суйи пытанса тӑракан пӗчӗк вӑрттӑнлӑха пит уҫҫӑнах кӑларса кӑтартать. Пур енчен те кулни тата шӳт туни илтӗнчӗ. Питӗ-и? Санин ӑна хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртасшӑн пулчӗ, анчах вӑл килӗшмерӗ, ҫав сасӑсӑр кулӑпах кулма чарӑнмасӑр, пуҫне сулса илчӗ — юрамасть. Вӗсем картишпе иртнӗ чухне лавсемпе лавҫӑсем ҫукчӗ ӗнтӗ, вӗсем ирех пристане кайнӑччӗ. Тепӗр минут иртет — ун патнелле тӑсӑлнӑ алӑсем, ӑна шыва тӗртсе антарнӑ алӑсемех, халӗ ӑна хулӗнчен ярса тытаҫҫӗ те йӑпӑр-япӑр ҫӳлелле сӗтӗрсе кӑлараҫҫӗ. Парса ярас мар ӑна ыран, хирӗҫ тӑрас-и? Эй, турӑ, хӑвӑн аслӑ тивлетӳпе ҫырлах мана!.. Вӗсем питӗ паллӑ профессор патне консультацине кайнӑ Юрий ҫинчен, вӗсен ҫемьин пурнӑҫӗ лайӑхлансах пыни ҫинчен калаҫрӗҫ, анчах ҫав самантра Степка Огарнов чупса килчӗ те американец ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑн рислингпа мухмӑр уҫни ҫинчен тата ҫывӑракан тӑлмача, эрех ӗҫтерсен те, ниепле вӑратайманни ҫинчен каласа пачӗ. Воропаев пӗр тӗллевсӗр малалла пӑхса пырать, унӑн ним ҫинчен те шухӑшлас килмест. Юлашкинчен вӑл ҫапла каларӗ:— Ох, ачасем, ҫак япалана пӑрахар луччӗ! Вӑл сӗтел айӗнчен пысӑках мар чемодан туртса кӑларнӑ та, ун ҫине ларса кӗтме тытӑннӑ. Ачасене ҫывӑрмашкӑн килӗсенелле йӑта-йӑта кайнӑ, хӑш-пӗрисем ҫавӑнтах, картасем ҫумӗнче, амӑшӗсен урисем вӗҫӗнче тата чӗрҫисем ҫинче ҫывӑра-ҫывӑра кайнӑ. Тинӗс ҫинче ҫӳрекен ҫынсем пирӗн ҫулҫӳревҫӗсем пек ӗмӗрне те савӑнса курман пулӗ. Унӑн урлӑшӗ Ҫӗр урлӑшӗнчен 11 хут пысӑкрах. Гешан шухӑшласа тӑчӗ те:— Ӑнланатӑп. Павел унпа пӗрлех пӳрте кӗрсе, хутаҫҫине урайне хучӗ. Пӗр тинӗс кӑна лӑпкӑлӑхпа, тулли телей ӳкерчӗкӗсемпе ачашланӑ, анчах лӑпкӑлӑхпа тулли телей унӑн канӑҫсӑр чунне яланах ҫитмен. Анчах ҫапӑҫӑва чармашкӑн нимӗнле сӑлтав та пулман, мӗншӗн тесен Денни ура ҫине тӑма пултарайман. — Анӑр вырӑн ҫинчен, ҫӗлен-калтасем, унсӑрӑн пӗрне хӑвармиччен пере-пере пӑрахатӑп! — тесе кӑшкӑра пуҫларӗ Павел урнӑ пек, ҫӳлти вырӑн ҫинче ларакан тӑватӑ ҫыннӑн сӑмсисем умӗнче наганӗпе сулкаласа. Чӑнах та ӗнтӗ, ун пирки заповедьре каланӑ, анчах заповечӗсем экзаменра пачӑшкӑна ответлеме ҫеҫ кирлӗ-ҫке-ха. Вӑл чӑнах та ҫакӑн пек хӑрушӑ ҫын пулнӑ тейӗн; ах, вӑл чӑнласах пӑхать-ҫке. Раштавпа мӑнкун — аваллӑхран юлнӑ сиенлӗ уявсем. Хӗвел — Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫӑн хӑватлӑ ҫӑлкуҫӗ. — Эпӗ — эсӗ парне пама пулсан юрататӑп! — терӗ хохол, кулса. Феничка Базаров ҫине хӑйӗн пичӗн ҫӳлти пайӗ ҫине шурӑрах ҫутӑ ӳкнипе пушшех тӗттӗмрех курӑнакан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. Ку вара мана ним тума та кирлӗ мар! Вӑл ертсе кайрӗ те ӗнтӗ мана унта. — Вӑл ҫаплах Татариновсем патне ҫӳрет-и-ха? Эсӗ тырруна пытаратӑн, хатӗрлетӗн… Ӗнесем мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем макӑраҫҫӗ, йытӑсем хурлӑхлӑн вӗреҫҫӗ. — Ӑна тытма пире телей пулассине кам шутлама пултарнӑ-ха! — тенӗ вӑл. Пӑрӑва халех илсе каятӑр-и? Тавтапуҫ сире! Ҫак кунсене эпӗ нумай ҫулсем иртсен, А. П. Чехов извозчик хӑйӗн ывӑлӗ вилни пирки лашапа калаҫни ҫинчен тӗлӗнмелле тӗрӗс ҫырнӑ калава вуласан, аса илтӗм. «Дункан» асамат кӗперӗн ҫуттисем ӳкнӗ хумсем тӑрӑх шӑвӑнать, унӑн парусӗсем ҫилпе мар, хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисемпе хӑмпӑланса пыраҫҫӗ тейӗн. Темиҫе минут хушши хӗвеле ҫак япала хупӑрланӑ пулнӑ-мӗн. Салли аппа ҫаплах чарӑнмасть, вӑрҫать те вӑрҫать, ыттисем вара ҫӑвар уҫма та хӑраҫҫӗ, унччен те пулмасть, Сайлас тете хӑйӗн кӗсйинчен леш кашӑка туртса кӑларать, хӑй кӑн-кан пӑхкалать. Вӑл мана питӗ юратать! Ну, Часрах! Аван! Ҫӗрӗпех утӑ ҫинче ман тавра тапӑртатса ҫӳрет, ун пек чухне ҫын епле ҫыварма пултартӑр-ха? Мӗнле япала пулать-ха, Мэри? — Куна хӑв пӗл. — Сывлӑш! — Эпӗ сана халех чей ӗҫтеретӗп! — терӗ амӑшӗ васкавлӑн, сӑмавар ҫӗклесе. — Катьӑсӑр. — Эпӗ сана сӑмах паратӑп! Хамӑн пӗчӗк хуҫалӑха эпӗ хам кӑмӑла каймалла туса йӗркелерӗм. Анчах Санин ҫинчен те пӗр-икӗ сӑмах калас пулать ӗнтӗ. Унта, Болотнӑйра, телефон патӗнче икӗ ҫын кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле калаҫса тӑчӗҫ. Акӑ вара тискер, ӑссӑр, хаяр сасӑ хупласа лартнӑ пӗтӗм хора самантлӑха. Петлюра ӑна, ҫул ҫинче ывӑннипе пулас, нимӗн хавассӑр каларӗ. Каярахпа вӑй килсе кӗнӗ пек пулать, анчах ӑна хӑй пӗр сехет ытла кая юлни кӳрентерет. — Оля! — Калчо пичче! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗ кӗтӳ ачи. Мана буфетчица темле шикленмелле пек кӑмӑллӑн пӑхать, — ирхине манӑн ӑна пит ҫума шыв памалла, анчах ҫав ӗҫе иккӗмӗш класри горничнӑй Лушӑн, таса та савӑнӑҫлӑ хӗрӗн тумаллаччӗ. — Ну, вот, малтанах систертӗм-ҫке сана, Ҫемен, эпир шутланӑ пекех пулчӗ! Панельтен ӑна кирпӗч колоннӑсем уйӑрса тӑраҫҫӗ; килӗшӳсӗр хулӑмскерсене вӑхӑт кӑшласа пӗтернӗ, урам пылчӑкӗ сирпӗнсе пӗтнӗ. Пирӗн валли, тепӗр майлӑ каласан, ҫӗр ӗҫлекенсем валли, пурнӑҫ ҫул-йӗрӗ урӑхла пулса тухать… Анчах нимӗн тума та ӗлкӗреймерӗмӗр, каллех аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, малтанхинчен те хӑрушӑрах. — Ку пит йывӑр-и вара? — ыйтрӗ Негоро. Пурин ҫинче те кӑвак мундирсем: виле алӑсемпе урасем тата пуҫсем хушшинче пӑшал пули шӑтарса тухнӑ виҫӗ тӗслӗ кокардӑсем тӗл пулаҫҫӗ. Хӑш чухне вӑл хӗрне ҫӳреме чарнӑшӑн ӳкӗнсе те пӑхнӑ. Пӗррехинче эпӗ аннепе тавлашса кайсаттӑм: вӑл кӑшкӑрать, мана итлесшӗн те мар… Ӑна ответлесе, Воропаев шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакнӑ шерте ҫине хӗрлӗ ялав ҫӗклет. Ленин? — Сире ку тӗлӗнтерет-и? — ыйтрӗ вӑл унтан. Тусенчен ҫеҫенхир ҫине темиҫе ҫухрӑм тӑршшӗ вӑрӑм мӗлке ӳкнӗ. Пирӗн шутпа тарпа пироксилин патне вут ҫитсе сирпӗнтерсе яриччен ҫиппи вунӑ минут хушши ҫунса пымалла. Ман хыҫҫӑн! — янраса илчӗ наушниксенче. — Вӗлерес пулсан мӗнле?.. Аллине амӑшӗн хулпуҫҫи ҫине хурса, вӑл чӗререн, шалтан тухакан сасӑпа тӳлеккӗн те ӗнентерӳллӗн каларӗ: — Эсир пӗлес пулсан… эпир мӗнешкел чаплӑ ӗҫ тунине эсир ӑнланса илес пулсанччӗ… Эпӗ Макар пӳлӗмне ыткӑнтӑм, унта темле ҫемҫе япаларан такӑнса ӳкрӗм, ура ҫине сиксе тӑтӑм, хамӑн вара чӗре шар! ҫурӑлчӗ: «Макара вӗлернӗ апла, — шухӑшлатӑп, — ку вӑл выртать». Эпӗ сунар йыттисем малалла хӑваласа кайнине, ращан тепӗр енче вӗслетсе кӑшкӑрнине, мулкача тытнине тата Турка хӑйӗн акӑш-макӑш пысӑк мӑйракипе йытӑсене йыхӑрнине илтсе тӑтӑм, — ҫапах та вырӑнтан хускалмарӑм… Орёл хулине каякан аслӑ ҫулпа иртен-ҫӳрен ҫамрӑк чиновниксемпе ытти ӗҫсӗр ҫынсем (хӑйсен йӑрӑм-йӑрӑм тӳшекӗ ҫинче выртса пыракан купецсемсӗр пуҫне пурте) Троицкое ятлӑ чиркӳллӗ пысӑк ялтан инҫех те мар ларакан икӗ хутлӑ пысӑк йывӑҫ ҫурта халӗ те асӑрхама пултараҫҫӗ. Вӑл ҫурта, ҫул ҫинех тухса тӑраканскере, тахҫанах хупса кайнӑ, унӑн ҫийӗ йӑтӑнса аннӑ, чӳречисене тӗплӗн ҫапса лартнӑ. — Эс кунта аннӳсӗр, сана никам та ҫитерекен ҫук. Теткӑна хӑйӗнпе те ҫавӑн пек пулассӑн туйӑннӑ, урӑхла каласан, ҫапла паллӑ мар сӑлтавран куҫӗсене хупассӑн, урисене тӑсса хурассӑн, шӑлӗсене йӗрессӗн тата ун ҫине пурте хӑраса пӑхассӑн туйӑннӑ. Пӑтӑ пиҫсен, Дымов, ӗҫ ҫукран тенӗ евӗр, юлташӗсемпе чӑркӑшса калаҫма пуҫларӗ. Ку тӗлте унӑн шухӑшӗ Люба ӳпкелешсе калаҫнисем ҫинче чарӑннӑ. Пӑхӑр-ха, акӑ кунта пӗрин шӑм-шаккисем ҫаплипех тӑрса юлнӑ. Хӑйне вӑл юри чухӑн ҫын пек кӑтартатчӗ, — чее ҫын! — ҫурӑм хыҫне ешӗк ҫакса ҫӳретчӗ, мӗн курать, илтет — ҫырса пырать. Лаша ура чӗрнипе тапса хартлатса тӑнӑ, тата ӑна йӑлтах темскерпе сирпӗтсе, сӗрсе пӗтернӗ, ҫавӑ сывлӑмран та, хӑла ҫӑмӗнчен те хурарах пулнӑ. Анюта коридора тухса Алексей протезӗсем ҫӗре ӳкнӗ сас илтӗниччен кӗтсе тӑчӗ, унтан лампӑна сӳнтерчӗ те, хӑй те саланса вырӑн ҫине кӗрсе выртрӗ. Вӑл каллех пӗр кивӗ тунката тупрӗ те, ун тавра типӗ туратсем купаласа хурса, патронтан тунӑ зажигалкине кӑларчӗ. Эсир вара картпа йӑпанатӑр. Джонни пурнӑҫӗнче темиҫе паллӑ япала пулса иртнӗ: пӗрре амӑшӗ ӑна Калифорни сливине илсе панӑ, унсӑр пуҫне вӑл тата икӗ паллӑ вӑхӑта асӗнче тытнӑ, амӑшӗ ун валли тӳсе тунӑ апат икӗ хут пӗҫернӗ иккен. Час-часах Ромашов, ун хыҫҫӑн ӑҫтан та пулин аяккарахран систермесӗр сӑнаса, ҫак ҫын ҫилӗллӗ чух мӗнлерех пулма пултарассине хӑй ӑсӗнче сӑнарлакаласа пӑхнӑ та, ҫавӑн ҫинчен шухӑшланӑ май вара, хӑранипе, шура-шура кайнӑ, сивӗннӗ пӳрнисене пӑчӑрта-пӑчӑрта лартнӑ. Турӑҫӑм! йышӑнсам ман чунӑма хӑвӑн ырӑ кӑмӑлупа. Анчах пӗр япаларан тӗлӗнмелле, — шухӑшларӗ вӑл, — вилнӗ чух та салтаксем утнине уҫҫӑнах илтетӗп-мӗн, тупӑран пени те питӗ аван илтӗнет». Ирхи сулхӑн ҫамрӑк хӗрарӑма паттӑрлантарчӗ. Давыдов сулӑнса кайрӗ, ура пускӑчӗ чутах тухса ӳкмерӗ, анчах хӑй ҫапах та йӗнер ҫинчех юлчӗ. «Ах, тӗрӗс, паллах», — терӗ Анна Михайловна, анчах вӑл пӗрин ҫинчен кӑна шухӑшлани пӑхмасӑрах палӑрчӗ. — Есть, юрӗ! Кӗрешекен Сталинград таттисӗрех лётчиксем, лётчиксем татах лётчиксем ярса пама ыйтнӑ. Эпӗ сирӗн чӗрене ытлашши ыраттарасшӑн мар, анчах вӑл ӗҫре эпӗ те пулӑшма пултаратӑп пулӗ, тен, ҫавӑнпа ман тӗплӗрех пӗлме кирлӗ. Кӗҫӗн алӑк умне тӑккаланнӑ улӑма вӑл улӑм ури патнелле вӗҫтерсе пычӗ, унпа йытӑсем чавса шӑтарнӑ шӑтӑксене питӗрсе лартрӗ, улӑм урин пусӑрӑнсах тӑман кӗтессисене тураса якатрӗ, ун тӑрринчи типӗ юра шӑлса тӑкрӗ. Хунар йӑтнӑ ҫын пуринчен малтан чупса пырать. — Тӑрӑр, мейн фрейлейн, — терӗ ҫавӑн пекех ҫирӗппӗн Клюбер г-н: — кунта юлма лайӑх мар сире. — Акӑ апат умӗн ӗҫмелли хӗрлӗ эрех. Ӑна темиҫе сортран тунӑ; кабернерен, мальбекрен, гренашран тата мурведран. Инсаров… Кам вӑл?» — Мӗнле калаҫӑпӑр-ха апла эпир Америкӑра? Виҫҫӗмӗш кунне Серёжа пӗтӗм пленумпа пӗрле хӗҫпӑшалланчӗ те Петлюрӑн персе ӳкереймен старшинин — Заруднӑйӑн бандине ҫырма леш енчи вӑрмансем тӑрӑх темиҫе куй хушши хӑваласа ҫӳрерӗ. Дик Сэнда ҫакӑн пек вӗлересси мӗнлерех хӑрушӑ пулсан та, Негорӑна килӗшмерӗ: вӑл ӑна хӑй аллинчен кӑларса ярас тесе шутламанччӗ. — Французсен «Решительный» корвечӗ Зеленый мыс утравӗсем патӗнче тӑнӑ вӑхӑтра ун ҫинче ҫав учёный пулнӑ. Вӑл кунти ҫӗрсен пуринчен те авантарах сӑрчӗ ҫинче. Фого утравӗнчи вулканӑн тӑрринче ҫӳренӗ. Майор тумасан та ӗнтӗ, Владимирне параҫҫех пулӗ. Ҫитерсе самӑртнӑ вунӑ вӑкӑр та кӗтӳрен ҫирӗм вӑкӑр, вӑтӑр кор тулӑ ҫӑнӑхӗ те утмӑл — ытти кӗрпе-ҫарма, ҫӗр бат тӗрлӗрен эрех, виҫҫӗр сурӑх, — самӑртнӑ чӑхха-чӗппе, пӑлансене, ту качакисемпе сайгаксене шута хумасан, — ҫаксем йӑлтах ятарласа уйӑрнӑ вуникӗ ҫын алли витӗр кайса пынӑ Соломонӑн хӑйӗн, ҫаплах тата ун дворӗн, свитипе гвардин сӗтелӗсем ҫине кунсеренех. Тыткӑна лекнисем михӗсенче ларса йӑлӑхрӗҫ ӗнтӗ, кичем, дьяк хӑйне валли пӳрнипе тӗртсе самаях пысӑк шӑтӑк турӗ пулин те, ҫав-ҫавах, кичем. 4-мӗш Гвардейски арми (Воропаев корпусӗ те ҫак армие кӗрет), нимӗҫсен ҫурӑмӗ ҫинче тенӗ пекех, малтан Венӑн каятӑр енчи хӗррине пырса кӗчӗ, унтан, сылтӑм енчи кӳршине улӑштарса, Зиммеринг патӗнче, хулан хӗвелтухӑҫ енчи чиккисенче ҫапӑҫу пуҫласа ячӗ. — Кун ҫинчен эпир шухӑшлӑпӑр, кинемей, хӑв таврӑннӑ ҫӗре пурте йӗркеллех пулӗ, хальхи пекех, — лӑплантарчӗ ӑна Разметнов. Пурте аван, пурте илемлӗ эсир ҫеҫ, пирӗн тӗпкӗчсем, тӗрлӗрен чӗр туйӑма сисместӗр! Тӑванӑмсемпе тусӑмсем мана ярасшӑн мар ӳкӗтленине ним итлемесӗр ӑссӑрланса ҫине тӑрсах ҫак иккӗмӗш ҫӳреве тухса кайнӑшӑн хама хам пит ӳпкелесе илтӗм. Тепӗр ҫур сехетрен Корчагин «Ют элемент пулнӑран Развалихина комсомол ӗретӗнчен кӑларас», текен резолюци йышӑнтарчӗ. Кам-ха вара эсир? Хӑйӗн ӳчӗ-пӗвӗ те туррӑнни пек тесе сӑмах сарнӑ, ҫавӑнпа вӑл ҫӗр ҫинчи япаласенчен ирӗклӗ. — Ҫил хумсем ҫӗклеме пултарать, — ответлерӗ Гакуаль. Мӗскӗн! Унӑн макӑракан карчӑкӗ ҫӗтӗк-ҫурӑкпа чӗркенӗ ачана сиктерет, ачи вара каҫса кайсах макӑрать… Тата ирландец аран-аран сӑмах ҫыпӑҫтарса калаҫнипе те Луиза ытла хытах интересленмен. Шумский те ҫавӑн пекех хуллен тавӑрчӗ: — Да! Ку анра-сухра пире пӗтӗмпех пӗтерсе лартать. Ҫав вӑхӑтрах Туфтан ҫухӑракан ҫинҫе сасси ҫаплах хӑлхасене пӑралать: — Эсир нумайӑшсен фракцийӗ организацилерӗр пулсан, эпир те сахаллисен фракцине организацилеме тивӗҫлӗ. Ҫапах та унӑн костюмӗ ҫеҫ мар, пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ те, йӑлисем те ҫав ҫын ирландец пулнине палӑртнӑ. Ку статья пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнчи вырӑс лётчикӗсем ҫинчен пулнӑ. Ун хыҫӗнче Стайка тӑрать иккен. Вӑл документсем пирки тавлашмалли те ҫук, ҫавӑнпа та Гарри Грант ӑҫта та пулин пурӑнать тесе ӗнентерет. Апла пулсан — мӗнпур ҫӗр чӑмӑрне чавса тухсан та ӑна тупасах пулать. — Пӑлхав хускатнӑ пулӑттӑм, Бяла Черкваран кайран ытти ялсем те ҫӗкленнӗ пулӗччӗҫ. — Пуян ҫынна райра та тӑвӑр, — ҫавӑн пек!.. Ун пирки вӑл хамӑр калаҫман пулсан та тӗшмӗртме пултарнӑ. Анчах эп ӑна хирӗҫ пулмарӑм. Пурте ҫывӑраҫҫӗ, эпӗ тухса кайнине те, эпӗ пырса кӗнине те нихӑшӗ те сисмерӗҫ. Ҫав вӑхӑтра ачасем кимӗ ҫинчен пур япалисене те йӑтса пӗтерчӗҫ те ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшне кӗрсе кайрӗҫ. Том малта пычӗ. — Ну вӑт, — терӗ вӑл малалла, — ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланать. Хутран-ситрен эпӗ ӑна вуламан минутсенче те куркаланӑ: курпун сӑмси ҫинчи куҫлӑхӗ вара аяларах анса ларать, хупӑнарах тӑракан сенкер куҫӗсем яланхилле мар, урӑхларах пӑхаҫҫӗ, тутисенче хурлӑхлӑ кулӑ палӑрать. Вӗсем хутортан та тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ылханлӑ сунас Макара пӗтерсе хучӗ: вӑл хыттӑн ачху турӗ те ҫавӑнтах ҫӗр ҫине ӳпне выртрӗ. Ҫилхинчен тытрӑм та ӑна, хӳшӗ патнелле ҫавӑтса пыратӑп, хам ҫапла калатӑп: «Чечекӗм, киле каяр-ха эпир, кунта усӑсӑр лӑпӑртатса, намӑс курса пурӑнма та кирлӗ мар пире…» Ҫапла каласа кӳлтӗм те ӑйӑрсене, хуторалла уттартӑм. Эпӗ ун чухне тата темиҫе кунтанах ак, ҫав хаяр кӗнекене пӑхмасӑрах, хам ӑҫта вӗҫес тенӗ, ҫавӑнта вӗҫме пултарассине, сисменччӗ-ха. Атте, Мускава пиртен темиҫе кун каярах ҫитмеллескер, ҫара пуҫӑнах крыльца ҫине тухса тӑнӑ та кӳме чӳречипе ҫӑмӑл урапана хӗрес хывать. Вӑл, стремяннӑй, хӗп-хӗрлӗскер, казаксен евӗрлӗ ҫӳллӗ йӗнер ҫинче ларса пырса, чармак куҫӗсемпе ҫавӑркаласа пӑхатчӗ… — Вӑрланӑскер-и? — ыйтрӗ Тимур, пан улмине ҫыртса пӑхса. Вӑл юханшывпа тӑвалла кайсаччӗ, паян икӗ сехет каялла ҫеҫ таврӑнчӗ те эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм. Юлашки вӑхӑтра Карл Иваныч пирӗнпе уйрӑмах сивӗ пулчӗ: вӑл пирӗнпе нимӗнле ҫыхӑну та тытасшӑн мар пек туйӑнчӗ. Николай Петрович ҫав варенине пуринчен ытла юратнӑ. Пӑшал сасси янӑрарӗ, пульӑ эполета татса кайрӗ. Ӑна тӑхӑнсан сире пӗлме йывӑртарах пулать. Те шухӑшӗсем, те асаилӳсем, те ӗмӗтсем пулчӗҫ ун пуҫӗнче, паллӑ мар — ҫаксен пурин те татӑк-сыпӑкӗсем пӗрле пӑтрашӑнчӗҫ. Турӑ лаша мана малти урин чӗрнипе пакӑлчакӗ хушшине хӗстерсе темӗнле тымар пачӗ. — Лушка сассинче вӑл пӗр пытармасӑр мӑшкӑлласа кулни сисӗнчӗ. Эпӗ йӑл-йӑл кулнине, князь хӗрӗ пит-куҫне хӑраса ӳкнӗ пек пӗркеленине курсан тата эпӗ хамӑн сӳпӗлтетӗве ытла та пули-пулми сӑмахсемпе вӗҫленине илтсен, вӑл хӗрелсе кайрӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Анчах, яланах савӑнӑҫлӑ та ҫивӗчскер, вӑл паян темскершӗн кӑмӑлсӑр пулас, ҫын ыйтӑвӗсене хирӗҫ татса, кӑшкӑрса тавӑрать. Кӑвак тӗтӗм айӗнчен сарӑ вут чӗлхисем курӑнчӗҫ. Юлашкинчен, — пӗр кун! Ҫул кукӑрне пӑрӑнса пӗр вӑхӑта куҫран ҫухалнӑ лавпа юланутҫӑсем ҫакӑн хыҫҫӑн часах вӗсен ҫывӑхнех ҫитсе тухрӗҫ. Фома пӗр пӗчӗк пӳлӗме иртсе ларнӑ. Пӳлӗмӗн икӗ чӳречи палисадник енне тухнӑ. Нэн унпа юнашар утать, ватӑ негритянка та, ун хуҫи те Дика хӑратакан ыйтусем памарӗҫ. Пӗрре ҫакӑн пек вӑйӑпа йӑпаннӑ чухне эпӗ кӑштах хам пуҫа пӗтереттӗм. Пажсенчен пӗри ман кимме валашка ҫине антарсан, Глюмдальклич гувернантки кимӗ ҫине ларма пулӑшас тесе мана ҫӗклерӗ. Ҫак самантра эпӗ темле ун пӳрнисем хушшипе шуса тухса кайрӑм та, хӗрӗх фут ҫӳлӗшӗнчен урайне ӳкеттӗмччех пулӗ. Ӑнсӑртран ҫеҫ телейпе ҫӑлӑнса юлтӑм. Ӳкнӗ чухне эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ дамӑн корсажӗнчен тухса тӑракан майра йӗппинчен ҫакӑнса тӑрса юлтӑм. Майра йӗппи пуҫӗ ман кӗпепе пиҫиххи хушшине кӗрсе кайрӗ те, эпӗ сывлӑшра ҫакӑнса тӑтӑм. Ҫав самантра мана пулӑшма Глюмдальклич чупса пычӗ. Ӗҫӗ паллӑ, татса панӑ ӑна. Кӳреннипе тутине ҫыртса вӑл кондитерскинчен тухрӗ те ҫынсем ҫине пӑхмасӑр, никама та кулӑпа тавӑрмасӑр утма шутларӗ. Катя часах ӗҫе те тытӑнчӗ, малтан госпитальте медицински сестрара ӗҫлерӗ, унтан Кивӗ Полярнӑйра, докторӑн унта амбулаторнӑй прием пурччӗ. Эпир унта, Лукич патӗнче, вӗсене чиперех ярса тытӑпӑр! — Мӗн асӑрхаттарни унта? — Айртон пирки иккӗленет пулмалла Мак-Набс. «Манӑн Карл чӗрӗ! — терӗ анне. Августӑн 11-мӗшӗнче Уэлдон миссиспа Джек, Дик Сэнд, Геркулес тата Бенедикт пичче Эмбомӑна ҫитрӗҫ, унта вӗсене Мотта Вьегӑпа Гаррисон хуҫасем ҫав тери тарават, ӑшшӑн кӗтсе илчӗҫ. Шанатӑп, Австралинче «туземецсем» пурӑнаҫҫӗ тесен, эсир хирӗҫместӗр пулӗ тетӗп? Гленарван, ҫакӑн хыҫҫӑн чӑнах та аптӑраса ӳкнӗскер, Паганель ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ. Мужикрах юлтӑм. — Тахҫанах, чирленӗ чухнех, Ярославльте пурӑннӑ чух. — Пӗр пытармасӑр калӑр мана. Ӗҫлеме пултараканнисене пурне те вӑл хире кӑларчӗ. Ҫак ҫапӑҫусенче вӗсем хӑйсем пилӗк машина тата виҫӗ ҫын ҫеҫ ҫухатнӑ, мӗншӗн тесен ҫапса антарнӑ пирӗн лётчиксенчен иккӗшӗ парашютсемпе сиксе, хӑйсен полкне ҫуран таврӑннӑ. Итле-ха, атя паян улаха, Зина Гладыш патӗнче ҫамрӑксем пуҫтарӑнаҫҫӗ. — Эсир, питӗ час туятӑр, доктор, — терӗ капитан. — Чӑн-чӑн Христос, ҫапла ҫуйхашрӗ ҫав карчӑк! Тепӗр майлӑ каласан, эпӗ кунта ытлашши ҫын? — Ҫиччӗмӗш, саккӑрмӗш, тӑххӑрмӗш, вуннӑмӗш, — сасӑпах шутларӗҫ аэродромра тӑракансем, анчах хӑйсем пӗлӗтелле ытларах та ытларах пӑлханса пӑхрӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсем пурте Австрали ҫӗрӗн уйрӑмлӑхӗсене ытларах пӗлесшӗн, ҫавӑнпа вӗсем географа ыйту ҫине ыйту параҫҫӗ. Паганель хӑйне икшер хут ыйттарса тӑмасть. Ҫавӑнпа та Виктори провинцийӗ ҫинчен хӑй мӗн пӗлнине вӑл хаваслансах каласа кӑтартрӗ. Ҫак провинцине те «Телейлӗ Австрали» тенӗ-мӗн. Кӗлӗҫсен ҫӗр айӗнчи гипостиллӑ залине вара унран та вӑйлӑрах капӑрлатнӑ. «Ҫи-пуҫӗ мӗнлерех ун, пан писӑр?» Ҫапах та тӗрӗксем тарнине курсан кӑштах уҫӑлчӗҫ, анчах вӑл та пулин вӑхӑтлӑха кӑна пулчӗ, халӗ каллех вӗсен ӑшӗсем вӑркама тытӑнчӗҫ. Илсе тух! Кирек ӑҫта хур! Эпӗ унӑн шӑршине те туям мар! — Паллашма сӗнетӗп, офицер господасем: Казанцев ротмистр. — Пурте хатӗр. Смион хаджи ӑнлантарса пачӗ вара, йӗресси вӑл ытла ҫӑмӑл та мар иккен, вӑл — пултарулӑх, Румынире те авӑ пӗр-тӗр виле кӑларас чух йӗрекенсене юри кӗрӗшсе тытаҫҫӗ тесе халӑха ӑнлантарчӗ. Вуннӑмӗш хут ыйтатӑр эсир. Ачасем ҫав вырӑна йӑлтах шыраса ухтарса тухрӗҫ, шырани усӑсӑрах пулчӗ. Унӑн нервисем мукалса ҫитрӗҫ, ун умне темӗнле тӗлӗнмелле, ҫав тери илемлӗ япаласем, тӗлӗксем шӑвӑна-шӑвӑна тухса курӑна пуҫларӗҫ. Марийкӑна унсӑрах, ахаль те йывӑр, ҫавӑнпа вӑл тарӑхса кайрӗ: — Кайӑр, атте! Ҫак самантра ҫӳлте, чакӑл ту ҫинче, Иха курӑнса кайрӗ. Ҫамрӑкӗсем кӑшкӑраҫҫӗ, ватти — ташша илтерет. Ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен вӑл головаран та шыҫмакрах, вӑрӑмми те вӑрӑм, Чуб кумӗнчен те вӑрӑмрах. Мана хама чи хӑратакан шухӑш килсе пусрӗ. Хӑвӑртрах ачасене кӑвак чул ҫине шӑртса кӗрт-ха. Е вилеймерӗн-и-ха? — тесе ыйтрӗ. — Пӗчӗк хура ҫынсем ӳкерекенни-и? Лось пуҫа ҫавӑракан, йӳҫекрех ӑшӑ шӑршӑ туять. Шухӑшсем антратнипе, вӗсене пула ывӑнса ҫитнипе, кӗҫӗн Артамонов никама та калас мар, кӗтес, тесе шутларӗ. Эпӗ савӑнатӑп… Ҫӗнӗ халӑх пуҫланать. Коридорта, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан Совинформбюро сводки умӗнче, Зина тӑнӑ. Ют ҫын сӑмахӗсемпе пуҫлатӑп: «Иртнине эпӗ веҫех манса кайӑттӑм, анчах та иртнине манӑҫа хӑварасси ҫав тери шел-ҫке: унта манӑн мӗлтлетсе иртнӗ телейӗм те, хуйхӑм-суйхӑм та пур». Анна Власьевна патне, тенине илтсен, вӑл, кулса: — А! пӗлетӗп. Ҫав ҫӗршывсене туртса илме йывӑр пулни. Ку картта минералогшӑн питех те хаклӑ документ пулса тӑнӑ. «Ун суранӗсем тӳрленнӗ ӗнтӗ, — тесе шухӑшланӑ креолка хӑй ӑссӗн, — ӑна астуни урӑх кирлӗ мар ӗнтӗ». — Эс вара ал айӗнче калама хӑю ҫитернӗ ан пул! — хура куҫӗсене ялтӑртаттарса кӑшкӑрчӗ вӑл. — Вӑл ҫаплах ӗнтӗ; анчах мана ырӑ мар-ҫке капла. Унран вӑл пӗр саманта та уйрӑлмасть. Амӑшӗ паллакан сарӑхнӑ питлӗ офицер, вӗсем умӗнче тӑрса, Павел ҫинчен, Андрей ҫинчен мӑнкӑмӑллӑн, сӑмахӗсене тӑсса, хыттӑн каласа кӑтартать. Е вӑл эсрел-тухтӑрсем пулӑшнине хырӑм пӑрахать, урӑхла каласан, выльӑх шайне ҫеҫ мар, пачах та чунсӑр япала шайне анса ларса, юхха пулса тӑрать, е, ытларах чухнехи пек, чун-чӗре енӗпе чирлӗ, нервӑ тытамаклӗ, телейсӗр пулса юлать; ӑс-тӑн енӗпе аталанма май ҫук пирки вӗсем пирӗн халь шӑпах ҫавӑн пек те ӗнтӗ. Пур ҫынсем те хӑйсене валли ҫӑмӑллӑх тума тӑрӑшрӗҫ, укҫа пухрӗҫ… Сывӑ пул. Карта хӑй аллине лексен, Тӑсланкӑ Джон куҫӗсем вут пек йӑлтӑртатса илчӗҫ. Анчах хыпӑнса ӳкмелле пулни вӗсене часах тӗтрелентерчӗ. Вӑл йӗрет-ши? «Пан ывӑлне курас тет пулсан, ыран ирех, хӗвел тухичченех каяс пулать. Джон Мангльс пурпӗрех судно ҫинчи кимӗсене утрав йӗри-тавра ячӗ, унӑн тавра ҫавӑрӑнса килес тесен, вунҫичӗ мильрен ытла каймалла мар. Фома, хӑвӑрттӑн майланса, рубкӑран палуба ҫине тухнӑ. Каҫ ҫӑлтӑрлӑ, анчах уйӑхсӑр пулнӑ; Фомана сулхӑн сывлӑш тата сӗмлӗх хупӑрласа илнӗ. Ял варрине ҫитсен Ваҫили Андрейч лашине пысӑк чул ҫурт патнелле ҫавӑрнӑ та пӳртум патне пырса тӑратнӑ. — Ах, турӑҫӑм, пил турӑ! — пӑшӑлтатрӗ вӑл кулянса. Окружкомра хӑйне: «Ӗҫе пултаракан йӗкӗт» теҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах кулаксем кунта тырӑ та парса татман. Ҫак хӗр чӗрӗк сехете яхӑн питӗ ҫӑмӑллӑн та ӑстан калаҫтарса ларчӗ, калаҫу пӗр самантлӑха та татӑлмарӗ. Пальтона хывӑр. Акӑ вӑл иртсе пынӑ ҫул, вӑл хӑй «Мария Ҫӗре» тесе ят хунӑ Ҫурҫӗр ҫӗрне таврӑнни пӗр тавлашусӑрах паллӑ тесен: широта 79°35′ пуҫласа 86-мӗшпе 87-мӗш мерядиансен хушшине иртсе Вырӑс утравӗсемпе Норденшельд архипелагӗ патне пырать. Эсир сӑмах паратӑр, чӑнах вӗт? Катя патне эпӗ пӗрне Ленинградран, тепӗрне Балашовран ҫырусем ярсаттӑм, ҫавсене илтӗн-и, тесе ыйтрӑм та, вӑл илмен терӗ; эппин вӗсем ют алла лекмен-и тесен:— Пирӗн ҫуртра ют алӑ ҫук, — тесе татрӗ Катя. Бастионсем ҫинче унта та кунта шурӑ тӗтӗм ҫӗкленчӗ. Ӑна хыҫран темиҫе хут пенӗ, анчах вӗлерес шутпа мар, хӑратмалла ҫеҫ пулмалла, мӗншӗн тесен пульӑсем, лавҫӑ каланӑ тӑрӑх, унтан ҫӳлерех шӑхӑрса иртнӗ. Ан макӑр! Кун ҫинчен Британин консульствинче те хыпар-хӑнар пулман, ҫавӑн пекех ытти ҫӗршывсен консульствисем те пӗлмеҫҫӗ. Анчах ун хыҫҫӑн хӗвел ҫинче йӑлтӑртатакан пулӑ пек, тепри курӑнчӗ, виҫҫӗмӗшӗ. Хӑшне? Сӗтелсенчен пӗрин хушшинче пӗр ҫирӗм ҫулхи ҫамрӑк, кӳпшеке те сывмар ҫынӑнни евӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ, пӗчӗк куҫлӑ, ҫуллӑ ҫамкаллӑ тата вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан тӑнлавлӑ ҫамрӑк ларнине асӑрхарӑм. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсен, Джимпа иксӗмӗр те тӳрех кулма чарӑнтӑмӑр. Эсир ан хӑналӑр ӑна. — Сирӗн тӗрмене лекме пур майсем те пулнӑ, анчах — пӑх-ха эсӗ! Ҫапла ҫав, хресчен хускалма тытӑнать пулмалла, — тепӗр тесен, вӑл ҫаплах пулмалла та! Кӑштах ҫӗкленчӗ те уҫланкӑ вӗҫӗнчен пуҫланакан сарлака уй ҫинелле тӗлӗнсе пӑхрӗ, — пӗлӗтпе ҫӗр пӗрлешнӗ ҫӗрте, лере, ҫав уя каллех кӑвак вӑрман хупӑрласа тӑни курӑнать. — Хамшӑн та калама пултаратӑп. Ҫав ҫырусене вуланӑ хушӑра салтаксем шӑпах пулчӗҫ. — Малтан пурте пекех ҫапла шухӑшлатчӗҫ. — Вӑл нимех те мар, майор, — терӗ ученый. Ку вӑл ҫӗнӗ япала тупнӑ пекех, тӗрӗссипе каласан, Татаринов капитан уҫнӑ Ҫурҫӗр Ҫӗрӗ ҫинчен калакан хыпар пекех кӗтмен хыпар. Ҫакӑн пек условире унта нимӗнле пурнӑҫ та пулма пултараймасть. Бенедикт мистерпа пӗрле вӗсем каравантан виҫӗ-тӑватӑ кун маларах иртсе кайрӗҫ. Курӑк ҫийӗпе ҫил ярӑмӗ чупа-чупа иртет те чечексене силлет. Шухӑша кайнӑ пек-и, хуйхӑллӑ-и? Чирлӗ ҫын пек пулса, усал сасӑпа кӑшкӑрма пуҫласан, манӑн пӗтӗм ӑш-чик ҫӗрнӗ тесен, — вӑл, пӗр сӑмах та каламасӑр, лупас айне тухрӗ те пӳрте ҫуна турти йӑтса кӗчӗ. Эпӗ Рим императорӗсене нумай куртӑм. Хӗрсе кайнӑ, кӗмӗл тусанӗ пусса лартнӑ евӗр курӑнакан тӳпере пӗр пӗлӗт татки те палӑрмасть. Кӑшт аяларахра хресчен лаши чӗркуҫҫи таран шыва кӗрсе тӑнӑ та йӗпе хӳрине наянӑн суллӑнтарать: хутран-ситрен усӑнса аннӑ тӗм айӗнчен пысӑк пулӑ ишсе тухса хӑмпӑ кӑларать те, шыва лӑпкӑн хумхантарса ерипен тӗпнелле анса каять. Тавай, пӗр-пӗр ҫынна кӑтартса пӑхам… Ҫынҫиенсен аллине ҫакланиччен путса вилес хуть! Эсӗ, гражданин Островнов, хӑвӑн калаҫӑвусенче сылтӑм сулӑнчӑк майлӑ ҫаптаратӑн, вӑл япала партие кирлӗ мар, ку — сиенлӗ сулӑнчӑк… Геркулесӑн хӑватлӑ янах шӑммисем чӑн-чӑн арман чулӗ пек ӗҫлерӗҫ — вӑл чӑмламарӗ, вӑл авӑртрӗ. — Турт! Питӗ те тӗрӗс! Ҫурт тӑррисене витекенӗ хӑй тусӗсем юратсах сӑмахласа ларнӑ ҫӗре, турӑ ҫинчен, чӑнлӑх ҫинчен, сектӑсем ҫинчен тата этем пурӑнӑҫӗнчи хуйхӑ ҫинчен сӑмахласа ларнӑ ҫӗре хутшӑнмасть. Халиччен ҫак пьесӑна курман хӑш-пӗр карчӑксем унран тӗлӗнсе ыйтрӗҫ: — Чӑн та сывах-и вара вӑл, Гинка? Унтан вӗсем сылтӑм аллӑн пуҫ пӳрнине виҫсе илчӗҫ. Урӑх вӗсене нимӗн те кирлӗ мар ӗнтӗ. Вӗсен шучӗпе аллаппи ҫавракӑшӗ пуҫ пӳрне ҫавракӑшӗнчен икӗ хут ытларах, мӑй ҫавракӑшӗ аллаппи ҫавракӑшӗнчен икӗ хут ытларах. Ҫакӑнтан шутласа виҫе туса мана валли кӗпе ҫӗлерӗҫ те, вӑл шӑп ман пӗве юрӑхлӑ пулчӗ. Таҫтан ҫул ҫинче апат пӗҫермелли кухньӑсем те тупӑннӑ иккен. — Ан тив, юрлатӑр! — тенӗ Фома ӑшшӑн, хӑйӗн дами сине тинкерӳллӗн пӑхса. Козельцов, Козельцов! килсе ҫитни питӗ аван пулчӗ-ха, маттур! — Ну, сывалӑр ӗнтӗ. Ҫак района, — тӳррипех калатӑп, — талкӑшпех пирӗн ҫарсем йышӑнса илнӗ. Хуняшшӗ ӑна хӑйӗн йывӑр аллипе ҫурӑмӗнчен лӑпкаса, кула-кула ыйтнине аса илчӗ: — Ну, мӗнле — пурӑнатӑн-и? Ҫак хыпара вӑл каҫса кайса пӗлтерчӗ, хӑй енчен те тем те пӗр хушса каласа хучӗ. «Испаньола» пӗтӗмпех, мачтӑ тӑрринчен пуҫласа ватерлини таранчченех, усӑнса аннӑ хура ялавӗпе тинӗс шывӗ ҫинче, куҫкӗски ҫинчи пек, курӑнать. Эпӗ карап патӗнче шлюпкӑна куртӑм. Корма ҫинче Сильвер ларать. Акӑ вӑл халӗ, темиҫе ҫул иртсен, ҫав сурана курчӗ, суранран юн тумлама чарӑнман иккен-ха. — Ку ахалех паллӑ ӗнтӗ. — Астумастӑп, ҫырса пӗлтернӗччӗ-ши эпӗ сана, — пуҫларӗ Николай Петрович: — санӑн ӗлӗкхи няню Егоровна вилсе кайрӗ вӗт-ха. Ҫав типографие эпир часах, плашиксен мастерскойӗ тӑрринчи пӗр пӗчӗк пӳлӗмре тупрӑмӑр; платникӗсемпе печатникӗсем пурте кӗлле кайнӑ иккен, алӑкӗсене питӗрсе те хӑварман. Юланутсем чарӑнса тӑчӗҫ пулмалла. — Ман ӑшра темле киревсӗр япала пурӑнма пуҫларӗ, — шӑппӑн, айӑпа кӗнӗ пек каласа пачӗ Петр. Апла пулсан — ҫынсене чӗртсе тӑратма вил эсӗ! Паллах ӗнтӗ, мистер Джонсӑн ҫакӑнта Гека илсе килмеллех пулнӑ. Гексӑр пуҫне пӗтӗм вӑрттӑнлӑх пӗтсе ларатчӗ. — Ҫук, курман ҫав, — терӗ американец. — Ҫынсем тухаҫҫӗ те… Голова! — Яшенька, хытах хӑтӑрать-и? Синьора Грассини, хӑйӗн айванлӑхне пула, ҫак йӑпӑлкка, халӗ Джемма кӑмӑлне пачах кайми пулнӑ ҫынпа ытлашши сӳпӗлтетсе пачӗ пулӗ тесе шухӑшларӗ вӑл. Вара пилӗк карап Ҫӗр чӑмӑрӗн чи салхуллӑ пӗр кӗтесне кӗреҫҫӗ те шыв кукӑрӗн хӳтлӗхӗнче якӑр ярса лараҫҫӗ. — Ҫакӑ-и-ха вӑл, Давыдов? — хыттӑнах ыйтрӗ чечеклӗ шаль тутри ҫыхнӑ хӗр, хӗвелҫаврӑнӑш тултарса тытнӑ сӑмса тутрипе Давыдов ҫинелле тӗллесе. Ку мӗне пӗлтернине ниепле те шутласа илеймерӗм. Хӑҫантанпа эсир мана асӑрхаттарма тытӑнтӑр? Паллах, сирпӗнсе тухмалли кратерсем тупӑнмалла, — вӗсен ҫӑварӗн анлӑшӗ темӗн пысӑкӑш ушкӑнсене те кӑларса пӑрахма пултарӗ. Тинӗсре ҫавӑн чухлӗ шыв ӑшӑтайман, унта шыв ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫук. Нимӗҫсем патӗнче тыткӑнра пурӑннӑ чух сусӑрланса пӗтнӗ Жигалов, чирлӗскер, пӗрмаях фронта каясшӑн ҫуннӑ иккен, тӑшмана тавӑрасшӑн пулнӑ. Чӑтӑмлӑрах пулса мӗн пулассине кӗтмелле пулчӗ. Кунта, ӑшӑ ҫанталӑкпа нӳрлӗх ҫителӗклӗ вырӑнта, тулӑхлӑ ҫӗр ҫинче ӳсентӑран чашкӑрса ӳсмелле ҫӗрте, йывӑҫ-курӑк ешерсе ҫеҫ тӑмалла. Анне ӑна куҫҫулӗсене юхтарса ыталаса илнӗ те, ӗмӗтленнӗ ӗмет тултӑрах, тесе, турра кӗлтунӑ. Эсӗ астӑватӑн-и доска ҫине эпӗ мӗн ҫырнине? Анна Михайловнӑн ӑнӑҫсӑр концерчӗ хыҫҫӑн хохол йӗрӗнчӗклӗн пӑхнине аса илсенех тарӑхнипе пичӗ хӗрелсе каять, ҫав «йӗрӗнчӗк хлопа» вӑл чунтанах юраймасть. Килмелле те марччӗ иккен, анчах пӗр килнӗ-килнех, вӗсен савӑнӑҫне пӑсма кирлӗ мар. Вӑл крана уҫрӗ, анчах шыв юхмасть. Водокачка памасть пулас. Онбаши вӗсене лӑплантарма пӑхса аллисемпе хӑлаҫланчӗ, тӗрӗкле тем кӑшкӑра-кӑшкӑра каларӗ — ӑна никам та итлемерӗ те, илтсен те ӑнланайман пулӗччӗҫ. Пӗчӗк ачашӑн ку тата йывӑр. Чирлӗ ачана эмеллеме, кирлӗ пек пӑхма май ҫукки хӗрарӑма ҫапсах хуҫрӗ. Никам та ниҫта та пулӑшман пире! Кӗнеке ҫыракансем нумайӑшӗ вӗсем пирӗн хуҫа йышши пек ҫынсем — вӗт-шакӑр ҫынсем. Вася амӑшӗ витрисене лартатчӗ те: «Атя, ачам, атя, таврӑнар киле, ывӑлӑм» — тесе Васяна шывран тухма чӗнетчӗ. Дымокӑн чунне кӑларма йывӑр пулнӑ ҫав: вӑл кушак пекех вилме пӗлми чунлӑскер. Вӑл хӑйне хӑй те ӑнланмасть. — Доктор, эпӗ хӑравҫӑ мар. Унӑн хура, яланах уҫӑ та хӗрӳллӗ куҫӗсем — вӗсем ҫывӑрнӑ чух та кулаҫҫӗ, тетчӗ вӑл куҫсем ҫинчен Алексей, — кӑвакарса кайнӑ куҫ шӑтӑкӗнче сывлӑш ҫуннипе пӳлӗнсе ҫитнӗ пек, питӗ вӑйсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, тутисем ҫуркаланса пӗтнӗ, ҫӳхелнӗ, тута хӗррисем усӑнса аннӑ, янахӗ чӗтрене-чӗтрене илет; ҫакна вара вӑл хӑй те сисмест пулас. Пӗррехинче, темле, ир-ирех, пушмакӗсене тӑхӑнса ларнӑ хушӑра, Давыдов каркӑч хыҫӗнчен Макарӑн сассине илтех кайрӗ: — Манӑн кӗске кӗрӗк кӗсйинче резинкӑсем пур. Питӗ начар. Пур чиркӳсен те чӳречисем пӗрре тӗксӗмленеҫҫӗ. Тепре ҫуталса тӑраҫҫӗ. Сан енне пӗр виҫҫӗр ҫын тӑрӗҫ ҫав, унтан ытла мар. Каҫхине сурах кӗтӗвӗ Галаадран еплерех аннине курнӑ-и эсӗ? Пассажирсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тухма хушрӗҫ, вӗсене те черетпе ҫӗклерӗҫ, унтан вара автобуса хӑйсемпе пӗрле тинӗс хӗрринелле илсе кайрӗҫ. Эсӗ пуп саншӑн, ухмахшӑн, сывлӑх сунса кӗлтӑвать тесе ӗмӗтленетӗн, анчах пупа эсӗ, шутласа пӑхас пулсан, вилнӗ ҫынна ясар хӗрарӑм, е, вӗреннӗ ҫынла каласан, бордюр кирлӗ пекех кирлӗ; ну, кусем иккӗшӗ те пӗрех вӗсем. Эпӗ хам пур енчен те — класра ларманнишӗн те, юраман вырӑна килнишӗн те — айӑплине туйрӑм, ҫавӑнпа чӗнмесӗр, пуҫа усса тӑтӑм. Палатӑна канцеляринче ӗҫлекен сестра, хыткан, ватӑрах хӗрарӑм пырса кӗчӗ. — Мересьев Алексей — утаканни-и? — ыйтрӗ вал. — Нимех те мар, Даша инке. Халӗ пирӗн кулаксене хирӗҫ татӑклӑнах наступлени пуҫласа яма, вӗсем хирӗҫ тӑнине ҫапса хуҫма, вӗсене класӗпех пӗтерсе хума май пур…» Анчах Хижнякӑн сӑн-пичӗ унӑн ҫи-пуҫӗпе пӗрре те килӗшсе тӑмасть: тимлӗн пӑхакан ӑслӑ куҫсем, ҫӳхе тута хӗрринчи кулӑ йӗрри, теме тӑнланӑ пек, сылтӑм куҫхаршине каҫӑртас йӑла, пӗтӗм сӑн-пуҫра палӑракан интеллигентлӑх — тимлесе пӑхакана ҫаксем пӗтӗмпех ку ҫын выльӑх-чӗрлӗх хатӗрлес ӗҫпе ял хуҫалӑх ӗҫӗсенчен инҫетре тӑнине уҫҫӑнах пӗлтереҫҫӗ. Малтанах вӑл Еленӑна палласа илеймерӗ, анчах ҫийӗнчех ун патне ҫывхарчӗ. — Александра Петровна! Юлашкинчен, фасад копине оригиналӗ пекех тусан, вӑл ӑна кӑмӑла карӗ. Ҫӗрле пулса ҫитсен, Ерофей Кузьмич виҫӗ хутчен, пӗр канмасӑр, хӑйӗн килӗ тавра утса ҫаврӑнчӗ. Тепӗр миль иртсен романски стилпе тунӑ пек аялалла лапчӑнса аннӑ маччасене пуҫпа лекесрен пӗшкӗнсе ҫеҫ иртсе каймалла пулчӗ, кун пек ҫӗрте никӗс ҫине тӗреклӗн лартнӑ пысӑк юпасем маччасене тӗрелесе ҫӗклесе тӑраҫҫӗ. А сана вӑл часах кӑларса ярӗ, асту!… Тӑвӑллӑ ҫул тӳлек ҫулпа вунпӗр ҫултан пӗрре ылмашса пырать. Анчах та эпӗ пурпӗрех мӗн иккенне тавҫӑрса илтӗм: Катя мана ҫав кӗнекесене парса янине Николай Антоныча пӗлтерме юрамасть иккен. Халиччен вӗсем вунӑ чалӑш та турӗҫ юлӗ ӗнтӗ. Хӗвеле пӗлӗт хупламан, анчах вӑл кунта ҫутатасшӑн мар, салхуллӑ ҫӗр ҫинелле хӑмӑррӑн кӑна пӑхать темелле. Тертленсе ӗҫленӗ чух этеме ҫылӑха кӗме вӑхӑт ҫук, машина пулсан — ирӗк! Фома, куҫӗсене хупса, кӗлтума пуҫланӑ. Вӑрман ҫунать, тесе шутларӗ малтанласа Мак-Набс. Ҫитӗннӗ ҫын пекех вӑл ура ҫине тӑнӑ та шавлама чарӑнасса кӗтнӗ. Ҫавӑнтах такам савӑнӑҫлӑн:— Ҫавӑ! — терӗ хыттӑнах. Лешӗ ирхи шурӑ платьепе, каҫпа тӑхӑнакан чепчикпе тата душегрейкӑпа пулнӑ. Ротӑн халех набега каймалла пулнӑ. Унӑн ҫутатакан циферблатлӑ алӑ сехечӗ вуниккӗ тӗлнелле кӑтартать, — ҫутӑлма тата тӑватӑ сехет ытла-ха. Сӑнӗ-пичӗ унӑн салхуланнӑ. Ку влаҫпа эпӗ турӑ ҫырнӑ срока пурӑнса ирттерес ҫук! — Огнянова курмарӑн пуль унта? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ тухтӑр. Достоевскин ҫакӑн пек калани пур: «Пӗрремӗш хут курнипех вӑл мана темӗнле ирӗксӗрех килӗшрӗ». Вара старик пуҫ тайнӑ та, ушкӑн хушшине кӗрсе ҫухалнӑ… — Мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл санпа? — ыйтнӑ Маякин. Вӑл пӗр сехете те сая ямӗ, пирӗн унран маларах ҫитмелле. Вӑрманта, шалта ӗнтӗ тӗттӗм, анчах пӗчӗк уҫланкӑсенче, ҫутӑра, пӗччен чӑрӑшсем халь те-ха хӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑлса, йӑлкӑшса лараҫҫӗ. Электричество лампочкинче сывлӑш ҫук тетпӗр, унтан сывлӑш кӑлараҫҫӗ. Анчах ӑна комета пуҫӗнчи сывлӑшпа танлаштарсан, электричество лампочкинчи сывлӑш пиншер хут ҫӑрарах. Сӑмах майӗн каласан, сирӗн пата эпӗ ӗҫпе ҫыратӑп: Мускавра, эпӗ сирӗн патӑрта чухне, эсир хӑвӑрӑн аллӑрта «Св. Мария» шхунӑн командине ӳкернӗ карточкӑна тытса тӑраттӑр. — Юрать! — Ҫук, пирӗн Маша вӑл хӑравҫӑ хӗр. Унсӑрӑн ачашламан та пулӗччӗ вӑл мана, — ун пек нихҫан та ачашламан вӑл мана! Пачӑшкӑ та, отставкӑри корнет та, мӑйӑхлӑ мишавай та, тата ҫамрӑк улан та сӑмаха питех вакламан, вӗсен хӑйсене ҫапла тытмалла пулнӑ. Ку — трамвайсен е пассажир самолечӗсен алӑкӗ пек мар, вӑл хӑй шӑпах пӗр пӳлӗм. Юрать, малашлӑх умра-ха! Анчах темшӗн вӑл ун умӗнче питӗ пӗчӗк. — Чунӑмҫӑм! — терӗ амӑшӗ хыттӑн, чӗтрекен аллипе ӑна хӑй ҫумнелле пӑчӑртаса. — Ӑҫта васкарӑр-ха эсир. Час-часах ун вырӑнӗ патӗнче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех ларса ирттереттӗм. Ҫынсем Карцев тияккӑна тата певчисене вилнӗ ҫынна ӗмӗр-ӗмӗр асӑнмалли ҫинчен юрлаттарса киленчӗҫ. Тата — «чай, примечай, отколе чайки летят», теҫҫӗ. Унӑн аллисем чӗтрерӗҫ. Кунта вара хресчен тӗрӗс пулма тӑрӑшрӗ, тара тытаканран та вӑл уҫӑмлӑ хак ыйтрӗ. — Ҫавӑнтан хӑратпӑр ҫав хамӑр та. Пурте ҫавӑнталла пӑхса илчӗҫ. «Рада пӗтет!» кӑшкӑрчӗҫ козаксем. Вӗсем ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ хушшинелле пӑрӑнчӗҫ те каллех сӑрталла улӑхрӗҫ. — Георгий, эсир аслӑрах, калӑр-ха, мӗн тӑвас ӗнтӗ ман унпа? Рада тепӗр самантранах ун патне персе ҫитрӗ. Вӑл, ахӑртнех, сирӗн Воропаевпа ытла та пӗр евӗрлӗ ҫын пулнӑ пулмалла, эсир мӗнле шутлатӑр ҫакӑн пирки? Хут татӑкне каялла чиксе хутӑм; киле таврӑнса, ҫӳле хӑпартӑм, София мисс хӑй пӳлӗмӗн алӑкӗ умӗнче мана кӗтсе тӑрать. Асаппа тертленнӗ хӗрарӑмӑн куҫӗсенче каллех телей ҫуталса кайрӗ, вӑл ҫак кунсенче курма та ӗмӗтленмен ывӑлӗпе калаҫса, ун ҫине пӑхса тӑранаймасть. Плуг юсама — тимӗрҫӗ патне! — Палларӗ, Огарнова, куратӑн-и, палласа илчӗ! Унтан апатланма пуҫланӑ. Эпӗ сана малтан пӗлтереймерӗм… Анчах Аркадий ӑна итлемерӗ те ӗнтӗ, терраса ҫинчен чупсах кайрӗ. — Павелпа курнӑҫма кайсан, — терӗ Егор, — калӑр ӑна, унӑн амӑшӗ питӗ аван, тейӗр… Курпун, темӗнрен хӑраса, Тихона каласа пӗтерме памарӗ, ҫиллессӗн астутарчӗ: — Ара, вӑрӑмтунана вӗлертӗн вӗт эсӗ. Пит-куҫпа пӗчӗк юпа еннелле пӑхса, шалча патне тӑр: сан умӑнта — ҫур-ҫӗр, хыҫӑнта — кӑнтӑр, сылтӑмра хӗвелтухӑҫ, сулахайра хӗвеланӑҫ пулать. — Акӑ, сӑмахран. — Вильям! — кӑшкӑрчӗ ватӑ господин ачана, — вӗсене ҫимелли пама хуш-ха. Вӑл пин ылтӑн укҫа ыйтрӗ те, ӑна ҫавӑнтах шутласа тыттарчӗҫ. Марийка асӑрхарӗ, унӑн янахӗ ҫине халь, тутар сухалӗ тек пӗчӗк сухал ӳссе ларнӑ. — Ку та рабочи-и? — ыйтрӗ Ефим, пуҫӗпе Андрей еннелле сулса. Ҫак мӗнпур шав темӗнле пӗлмелле мар ӳкӗнӳллӗ те салхуллӑ ритмпа пӗрлешсе кайрӗ. Ҫавӑнтанпа вӑл кашни ҫӗр автансем сасӑ парасса кӗтет, каҫхи юрӑҫӑсем команда парса авӑтнине киленсе итлет, хӑй ӑшӗнче шӑпчӑксен ҫепӗҫ юррине йӗрӗнсе хурлать. Йӗрӗннине чӑтсах эпӗ капитанӑн кӗпи ҫухине ҫурса ятӑм. Чӑн та, смалаллӑ кантра ҫинче ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать, унӑн кантрине капитанӑн ҫӗҫҫипех касса татрӑм. Вӗсем ҫине, ҫав ачасем ҫине пӑхатӑн та, чӗрене юн тапса тулать. Темӗнле, ытла та улпутла-ҫке, — сигар пулсан… Статуйӑна пӗтӗмпех вакланӑ. Кайран катӑкӗсене шӑратса пӑхӑр укҫасем тунӑ. Урӑх ҫырмалли ҫук Том пӗччен юлсан, эпӗ унран тӳрех пырса ыйтрӑм: мӗн тӗллевпе-ши вӑл Джима ҫакӑн пек пӑтӑрмах туса тартма шутланӑ? — Юрать, эпӗ пӗр-икӗ минутранах тухса кайма пултаратӑп. Анчах халӗ пурне те калама юранӑ ҫӗнӗ хыпарсене каласа парӑр, — терӗ вӑл шӳтлӗн, пуканне диван патнерех сиктерсе. Сан автан пӑхма мӗнлерех? Ӳкерчӗке кӳршине тӑсса пачӗ те аялалла, циркалла, кӑтартрӗ. Хӑшпӗр чухне сӑмахсем калатӑн, ӑнлантаратӑн, куҫҫуль те кӑларса илетӗн, хӑшпӗр чух вара… ох! аса илме те халь йӗрӗнчӗклӗ — чи хаяр сӑмахсем каласа тултарнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пӗр-пӗрин ҫине чӗнмесӗр пӑхатӑн, кулса илетӗн, чуптӑватӑн… — Ку вара мана пӗртте ӑнланмалла мар, сывлӑша пемелле-и-ха пирӗн? — терӗ Санин. Сарайра вӗрен-тавраш тем чухлехчӗ. Сӑмах та ҫук, ҫӗрпе кун танлашнӑ вӑхӑтсенчи тӑвӑлсем асса кайсан, ҫав куштӑркаса хавшанӑ барьерсен тӑррине хумсем кармашса ҫитеҫҫӗ. Викентий вара хӑна ытла ӗшӗнсе ҫитнине, сӑнӗ-пичӗ пир пек шурса кайнине асӑрхарӗ те ҫӗр каҫмашкӑн пӗр пушӑ пӳлӗм сӗнчӗ. Тӗрӗксем кӗтсе тӑнӑ вара. Ӗҫӗ кунта пӑч та суммӑра мар, ахаллӗн ҫеҫ… Ну, этем ретлӗ пултӑрччӗ-и хуть… Анчах ҫак тимлӗх ытла та тӗксӗм, ҫав тимлӗхре йывӑр та чуна чӑтма ҫук ыраттаракан шухӑшсем пурри сисӗнет. Пӑлханнипе ӗшенсе ҫитнӗ амӑшӗ чей чашкисене васкамасӑр ҫуса ларчӗ, унӑн кӑкринче хаваслӑ, чӗрене ӑшӑта-кан туйӑм сарӑлчӗ. Извозчикӗ лашине ҫат! тутарса аяккалла чуптарчӗ, дворникӗ хӗрӗн урисем хушшине кӳлӗнсе ларчӗ те, кутӑн чакса ӑна, виле пек пулнӑскере, тротуар ҫинелле сӗтӗрсе карӗ. Акӑ халь вара унӑн шӑллӗ манӑн арӑма тупнӑ. — Ӗҫлесе пурӑнатӑп. Ҫакӑн пек опыта ытти башньӑсем тӑрринче те туса пӑхнӑ. Вӑл мана ыталаса илчӗ. «Пӗр сӑмах кала мана!» терӗ те Андрий ӑна ҫемҫе аллинчен тытрӗ. Пуринчен ҫамрӑкки Серёжа, вӑл пичетлекен машинӑна пӗр канмасӑр вуникшер сехет ҫавӑрать. Дегтяревӑн вӑйӗ пит сахал ӗнтӗ. Ӑна пӗлет вӑл. Питӗм ҫинче шӑнӑр туртӑнкалама пуҫланине сисрӗм эпӗ, ку вара мана килӗшсех каймарӗ, эпӗ вӗсемпе питӗ лӑпкӑн калаҫасшӑнччӗ-ҫке-ха. Унӑн сасси те, пит-куҫӗ пекех, пӗр пурнӑҫ паллисӗр. Анчах сӑпса пек ҫыпҫӑнакан ачасенчен тарса хӑтӑлма ҫӑмӑлах пулман. Пӗр инкекле истори текен сӑлтавпа отставкӑна тухман пулсан, вӑл, тен, ытти кӗпӗрнесенче те ырӑ ят сарса ҫӳренӗ пулӗччӗ, анчах ун чухне вӑл такама ҫулса янӑ е хӑйне такам ҫупнӑ, ӑна эпӗ чӑннипе астӑваймастӑп, кӗскенрех каласан, ӗҫ ҫавӑн евӗрлӗрех пулса иртнӗ; ӑна вара отставкӑна тухма хушнӑ. Хӑш-пӗрисем ҫакӑн пек пурнӑҫа чӑтма йывӑр пулнипе тӗрмере вилесси ҫӑмӑлтарах тесе, тӳрех вилӗм шыранӑ, вӗсемшӗн вилӗм тӗрмери пек пурнӑҫран лайӑхрах пулнӑ. Дикий урамне, ҫак Цюрберта арестлеме, Литке хӑй килчӗ. — Пур, пур, — тетчӗ Яша. — Пӗр тенкӗ те ҫирӗм пус. Халӗ эсир, капитан Смоллетт мана кунтан чӗррӗнех яратӑр тесе тата эпӗ хӳме патӗнчен кайиччен пӑшалтан пеме тытӑнмастпӑр тесе чӑн сӑмахна парӑр, — терӗ вӑл. Вӑл килме килӗшрӗ те ларса кайрӗ. Рельссем, стрелкӑсем, составсем, вагонсем. Ҫынсем курӑнмаҫҫӗ. Уйӑхлӑ каҫ уя тухса тӳпенелле пӑх-ха. Ну, пурпӗрех. Ҫыран айлӑмӗнчен сукмакпа тухса вӑл сӑртӑн тепӗр аяккинчи сӗвек енне кайнӑ. — Ҫапла, эпӗ, — тет вӑл кӑшт мӑнаҫланарах. Павел нимӗн те чӗнмерӗ. — Эпӗ сире йӑлтах, йӑлтах ӑнланатӑп, — терӗ вӑл. Яланах вӑл кубанка тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Пӗррехинче эпир унӑн кубанкине доска ҫине ӳкертӗмӗр. Ҫӗлӗкӗ ҫумне ашак хӑлхисем те туса лартрӑмӑр. — Хам эпӗ, юлташсем, Хӗрлӗ Путилов заводӗнчи рабочи. Мӗншӗн тесен, хӗр лаша мар, ӑна таврашсӑр алӑран ӑсатаймӑн… Ш-шуйттан! — Вӑл ним те мар. Манӑн кӑмӑлӑм ытла та ҫӗкленнӗ, эпӗ авалхи чаплӑ ҫуртӑн террасси ҫинче Гамлет сӑнне курас тесе ӗмӗтленетӗп, сӑмах майӑн каласан, вӑл ҫурт Данин паттӑр принцӗнчен нумай ҫамрӑкрах пулнӑ. Ялтан тухатӑн та чукун ҫул патнелле танккатӑн… вунӑ хутран кая мар ҫаврӑнса пӑхатӑн. Картишӗнче кӗрлесе, шавласа тӑракан хурахсем ӑна курсассӑн шӑпах пулчӗҫ. — Пӗтрӗ ман кӑлтӑрпи! Ҫӑмӑллӑн та ыррӑн вирхӗнсе кӗчӗ Ромашов кӑкӑрне май каҫӗн таса, ачаш сывлӑшӗ, кӗчӗ те унӑн пӗтӗм ӳт-пӳне уҫӑ, савӑнӑҫлӑ чӗтревпе тултарса лартрӗ. Ку вӑл — пустуй япала Команда кирлӗ. Унтан ҫумӑр вӑхӑчӗ пуҫланнӑ. Ҫӑк выльӑхӗсем цеце шӑпа ҫыртнипе виле-виле выртнӑ. Вырӑнти халӑх ҫулҫӳревҫӗсене курайман. «Чаплӑхшӑн кӑна тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесен князь йӑхӗ», шухӑшларӗ Базаров… Ҫемйине мӗн кирлипе тивӗҫтерме, малтанах укҫа тата апат-ҫимӗҫ пама шантарчӗ. Салам калӑр аҫӑра, тет… Паллах, кунашкал вӑхӑтсенче вӑл чӑн-чӑн ача амӑшӗ пек, ывӑлӗн асапне чунӗпе ӑнланса, малашне ӑна тӳсейми йывӑр пуласлӑх кӗтнине туйса, хурланса асапланнӑ; ҫак туйӑмсемсӗр пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чӗри тӗпӗнче тепӗр шухӑш та амаланнӑ: тен, инкекӗн сӑлтавӗ ӑна пурнӑҫ паракансен никам ӑнланайми хӑрушӑ пулма пултараслӑхӗнче мар-ши?.. Ун патӗнче пӗр ҫамрӑк ҫын пулнӑ та иккен, пӗтӗм хутсене хӑйпе илсе кайнӑ, сӑмах май каласан, вӑл та Николай Антонычпа интересленнӗ, унтан вара пыман. Нихҫан та пулмасть. Хӑш-пӗр чух унӑн куҫӗсем юнпа тулаҫҫӗ, вӑл йӑлт хӗремесленсе каять, халь-халь пирӗн ҫине ыткӑнса, пурне те турпас пек ывӑтса салатассӑн туйӑнать; анчах княжна, ун ҫине пӑхса, ӑна пӳрнепе юнать те, вӑл каллех хӑй кӗтесне хӗсӗнет. Базаров пуҫне усрӗ. Ҫав кунах, каҫпа, вӑл пуриншӗн хуйхӑракан тур амӑш патӗнче молебен туса Литейнӑй урампа пынӑ. Ҫамкипе куҫ айӗнче хуралса кӑвакарнӑ вырӑнсем пур. Анчах полковник ун амӑшӗ ҫинчен калаҫу хускатса ярсан, юн сасартӑках Ромашов пуҫне вӗри, ӳсӗртсе яракан юхӑмпа килсе капланчӗ, чӗтӗрев те вара самантрах пӗтрӗ. Килӗнте ют ҫын таврашӗ никам та ҫук-и? Лерелле вара вӑл кукӑрӑлса кайса, йывӑҫсен тӗттӗм мӗлки тӗлнелле кӗрсе кайнӑ. Анчах тем вӑхӑт иртрӗ те, пирӗн хушӑри ҫак курайманлӑх каллех самантлӑх юратупа, туйӑмлӑхпа хупланчӗ, эпӗ вара хама хам: ку икӗ харкашу йӑнӑшпа ҫеҫ пулчӗ пуль-ха, вӗсене тӳрлетме май пулӗ, — тесе лӑплантартӑм. Кӑнтӑр ҫутинче хутора пырса кӗме вӑтаннипе мучи тӗттӗм пула пуҫличченех кӗсрине сӑрт ҫинче курӑк ҫитерсе ҫӳрет, ҫӗрле пулсан тин ӑна килне хӑваласа ҫитерет. — Пултарӑп! — тесе хӑвӑрт ответлерӗ креолка. Ҫӳлӗшӗ унӑн икӗ аршӑн та вуникӗ вершукчӗ, пирӗн пукансемпе табуреткӑсем пурте ун ҫумӗнче вылямалли япаласем пек пулса тӑратчӗҫ, вӑрӑм Ситанов та унпа юнашар тарсан ача пекех курӑнатчӗ. Ҫакӑ мана шалт тӗлӗнтерсе ячӗ, эпӗ урайне лартӑм та ун ҫинелле куҫа-пуҫа чарса пӑрахрӑм, а вӑл, вӑтанса кайнӑскер, калама ҫук мӗскӗнскер, васкаса мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Куратӑн-и, санӑн хуҫу хӑй чухласа илчӗ, ҫук, ӑна ман хуса чухларӗ те санӑнне каларӗ. — Н. А. Татаринов, — сасартӑк вуласа илтӗм эпӗ. Тусӗсем хӑйне мӗнле ҫыратчӗҫ, вӑл та ҫавсем пекех ҫырса яратчӗ. Хӑрушӑ тапхӑр Кольхаун револьвер ярса тытрӗ. Амӑшӗ макӑрнӑ пек улать: — Турӑ сана каҫартӑр, Васили, анчах эсӗ ман сӑмаха асту — ачана пӑсса пӑрахатӑн! Тутине вӑл йӗрӗннӗ пек турӗ, пуҫне пӑркаларӗ те, виртлем пек туса, кӑшт кукленсе илчӗ. — Чӑпӑркка — ырӑ ӗҫ, — асӑрхарӗ Базаров: — анчах эпир акӑ юлашки тумламӗ патне ҫитрӗмӗр… Сӗтел хушшинче Сайлас тете чылайччен кӗлӗ вуларӗ, — апачӗ ҫакна тӑратчӗ ӗнтӗ, — анчах ҫакӑншӑн ҫиес кӑмӑл никамӑн та пӑсӑлмарӗ; кӗлӗпе ытлашши аппаланнӑ чух ун пекки те пулкалать, эпӗ куркаланӑ. Виҫӗмкун каҫпа, сакӑр сехет ҫитсен. Вӑййа тухма вӑхӑт; кун каҫиччен ӗҫлесе ывӑннӑ йӗкӗтсемпе хӗрсем, шавласа, пӗр ҫӗрелле пухӑнаҫҫӗ, ҫак таса та йӑлтӑркка каҫ ҫутинче вӗсем хӑйсен савӑнӑҫлӑ, ҫав хушӑрах салхуллӑ юррисене юрласа кӑмӑлӗсене ҫырлахтараҫҫӗ. Ман ҫинчен: вӑл тӳрккесленсе кайӗ, пур енӗпе те ҫынсенчен кая юлӗ, ӗҫке ерӗ тата, инҫете ан кай, казак хӗрне качча илӗ, теҫҫӗ. Пилеш кайӑкӗ, хуллен шӑхӑркаласа, ҫинҫе патаксем тарӑх сиккелеме тытӑнчӗ. — Юрӗ, Катюша, пыр, — терӗ вӑл ачашшӑн. Вӑл чи кӗҫӗнни, мӗншӗн тесен пуринчен те сахалтарах пултарать, ҫавӑнпа та вӑл вӑхӑтлӑха ҫеҫ телейсӗр — пирӗн пек, ыттисем пек. Икӗ хутчен кӑна, хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче, тара тытса ӗҫлеттернӗ. Эпӗ итлеме пултараймастӑп!.. Эсӗ — Гремячири совет влаҫӗ, манӑн вара сана агитацилесе тӑмалла! — унтан, аран-аран, вӑйпа тӑрӑшсах, йӑл кулса илчӗ. Юлашки страницӑна тепӗр хут вуласа тухатӑп: кулӑшла! «Ватӑ вулкан тепӗр хут ахӑрса ҫеҫ ан кайтӑрччӗ!» — тесе шухӑшласа пыратӑп. Сире таҫта хӑвӑртан инҫетрех те мар етре ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗннӗн туйӑнать, пур енчен те пуля сассисем илтӗнеҫҫӗ пек, — пыл хурчӗ пек нӑрлаканнисем те, шӑхӑраканнисем те, хӗлӗх пек янӑраканнисем те пур пек вӗсен хушшинче, — ҫав тери хӑрушӑ кӗмсӗртетсе янӑракан сасса илтетӗр, вӑл сасӑ сире пурне те ҫӳҫентерсе ярать, сирӗншӗн пулсан вара вӑл темӗнле, калама ҫук хӑрушӑ япала пек туйӑнса каять. Никольскире, садра, ҫӳллӗ каврӑҫ сулхӑнӗнче, ҫерем тенкел ҫинче Катяпа Аркадий лараҫҫӗ; вӗсен ҫумӗнчех ҫӗр ҫинче, сунарҫӑсем «карсак выртти» тенӗ пек выртупа, Фифи тӑсӑлса выртать. Лукашкӑн ҫак джигитла сӑн пулнӑ та ӗнтӗ. Ҫав хушӑрах хӑй старик илтмелле мар шӑппӑн каларӗ: — Жухрая эпӗ хам ӑсатса ятӑм, вӑл халӗ вырӑна та ҫитрӗ пулӗ ӗнтӗ, Федор мана вӑл ӗҫ ҫинчен пӗтӗмпех каласа пачӗ. Шӑплансан, Лозневой кӑшт ҫеҫ пуҫне окопран кӑларса пӑхрӗ. Пире валли те, вӗсем валли те — пӗрешкел саккунсем. Ӑнланса илӗп: хӑрушлӑх сирӗн пуҫӑр ҫинче, сирӗн урӑрсем айӗнче. Анне! Библиотека витӗр-и? — Калаҫ-ха, аттемӗр! Намӑслантар ылханлӑскерсене, — тесе кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен. — Ҫаплах, ырӑ Марта, вӑл малашне текех ҫимест ӗнтӗ, вӑл анчах мар, пӗтӗм ҫуртра та никам та ҫиес ҫук. Унӑн кӑмӑлӗ ҫинчен тата вӑл хӑналама юратни ҫинчен мӗн пур таврана чап сарӑлнӑ; кӳрши-аршисем ун патне час-часах ӗҫме-ҫиме, унӑн арӑмӗпе пилӗкшер пус хурса бостонла выляма, тата хӑшӗ-пӗрисем вӗсен тӳрӗ шӑмшаклӑ та шурӑ питлӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗрне — Мария Гавриловнӑна курма ҫӳренӗ. Анчах кусем — леш ӑна иментерекен, хӑратакан, ҫӗрлехи ҫӑра та нӳрлӗ тӗттӗмлӗхе шикленсе пӑхма хушакан ӑнланма йывӑр, сӑмахсӑр шухӑшсем мар. Ӑнсӑртран манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырса кӗчӗ. Нестеренко куҫне чеен хӗссе илчӗ: — Эсӗ, матрос, мана улталамастӑн-и? — Пӑчӑкӑ ҫӑнӑхӗпе хутӑшла ҫисе пурӑнаҫҫӗ, тетчӗҫ пулас. Мӗн пур ӗҫӗ те ӗнтӗ правасӑр-мӗнсӗрех ҫав именине туртса илессинче, акӑ мӗн. Ача чухне эпир Иван Иваныч княҫа асатте тесе чӗнеттӗмӗр, анчах халь, ун пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫын пулса тӑрсан, ӑна «асатте» теме ман чӗлхе ҫаврӑнмарӗ, кунта ларакан пӗр улпут пек «ваше сиятельство» тесе каласси хама хам кӗҫӗне хунине пӗлтерессӗн туйӑнчӗ, ҫавӑнпа калаҫу тӑршшипех эпӗ ӑна нимӗнле те чӗнмерӗм. Тӗлӗнмелле! Павел Петрович панталон кӗсьинчен кӗренпе сӑрланӑ вӑрӑм чӗрнеллӗ, хаклӑ йышши пысӑк тӳмепе тӳмеленӗ, юр пек шурӑ кӗпе ҫанни пирки татах та илемлӗрех курӑнакан хитре аллине кӑларса Аркадий енне тӑсрӗ. — Туррӑн таса амӑшӗ, ҫырлахтар пире, — ывӑннӑ сасӑпа юрлаҫҫӗ манахсем. Вӑрҫӑччен ку — институт клиники пулнӑ, унта паллӑ совет учӗнӑйӗ этем шӑмшакне хуть те епле чирпе суран хыҫҫӑн та хӑвӑрт тӳрлетсе ҫитермелли ҫӗнӗ мелсем шыранӑ. Ҫутӑ самаях вӑйланчӗ, вӗсем вара пӗрре хӑйсем ҫине ӳкекен ҫутӑпа лайӑххӑнах курӑнса, тепре хӑйсем хыҫҫӑн кӑмрӑк пек мӗлке хӑварса Герардо della nottl картининчи ҫынсем евӗр утса пычӗҫ. Том Сойер ӗҫе хӗрӳллӗн тытӑнчӗ, негра чуралӑхран хӑтармах шутлать иккен вӑл. Пысӑк тупӑ пӗр-пӗччен хӑйне ирӗккӗн тӑрса юлнӑ. Халӑх сучӗ пултараймасть-и, э? Ҫинӗ-и ҫавӑн пеккине? Ниепле те вулама май килмен кивӗ хут ҫинчи урлӑ-пирлӗ тӗрлесе пӗтернӗ паллӑсене вуласа кӑлариччен, пичче пире пурне те типӗ тыттарасшӑн. — Пирӗн санпа калаҫу малалла пулӗ-ха, — тем систерсе каларӗ Давыдов. Халӗ тин ҫеҫ пулса иртнӗ дуэль ӑна пустуй, малтанах килӗшсе тӑнӑ япала пек, офицерсемпе студентсем яланах тӑвакан япала пек туйӑнса кайрӗ. Тупӑша ӗҫсе янӑ, укҫана салатса пӗтернӗ — каллех, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн, тинӗсе каяҫҫӗ. Анчах ӑнланчӗ-ши вӑл Санин мӗн ҫинчен ыйтнине, ӑна турӑ пӗлет. — Кунсӑр пуҫне, — терӗ вӑл, — Независимость фортӗнче планах нациллӗ ҫаран гарнизонӗ тӑрать, кирлӗ пулсан пире вӑл пӗр пӗчӗк отряд уйӑрса пама пултарать. — Питӗ ҫӑмӑл та, питӗ ӑсхакӑллӑ япала, хаклӑ Эдуард, — терӗ майор. Вӑл ӑна ярса илчӗ те тытӑнчӗ ҫӗр чавма, пӗр сӑмах чӗнмесӗр ӗҫлет. Том яланах ҫапла тиркевлӗ-ха. Пӗр вырӑнта Зеб Стумп чарӑнса тӑнӑ. Асли тӗлӗшпе кӗвӗҫӳ те тӑшманлӑх тухса кӑйнӑ вара ҫав кӗҫӗн тӑвансен, юлашкинчен пурнӑҫӗ тӳсмелле мар пулса ҫитнӗ те, патшаран пурте пӗрле канаш ыйтма та суд тутармашкӑн шут тытнӑ ҫакскерсем. Укҫа хакне сума сумастӑр, ӑна пухма пӗлместӗр — нихҫан та муллӑ пулаймӑр… Ушкӑнӗпех мӗнле хӑпартланса кайнине ҫырса кӑтартма та кансӗр. — Эпӗ ун ҫинчен шансах тӑратӑп. Йӑлтах халтан кайнӑ Алексей ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртма та пултараймарӗ. Октябрь восстанине хатӗрленӗ чухне, Ленин хӑюллӑ рабочи ҫамрӑкӗсене пуҫтарма директива панӑ, вӗсене хӗҫпӑшаллантарса, матроссемпе пӗрле чи ответлӑ участоксене яма хушнӑ. «Ҫук, — терӗ Берсенев, — ыранччен кӗтер-ха». Эпӗ аҫа ҫуринче «Аван ӗҫӗн», хам нихҫан та манас ҫук ҫынӑн пек енсене шыраса тупма пуҫларӑм, ҫав ҫынна тата Королевӑна эпӗ хама кӗнекесем чи лайӑххи мӗн параҫҫӗ, ҫавӑнпа пуринпе те хитрелетсе хураттӑм, хамӑн чи тасине, вуланипе ҫуралса тухнӑ мӗнпур фантазисене эпӗ вӗсене парса тӑраттӑм. Хӑйпе юнашарах винтовки йӑваланса выртать. Вӑл ҫынни сарӑрах, куҫӗ тавра юпленсе тӑракан ҫинҫе пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ, сасси лӑпкӑ, алли ялан ӑшӑ. Кӗскерех кала. Вӗсем, кӑвак лампӑсемпе ҫутатнӑ тӗттӗмрех коридора тухса, чӳрече патне пырса тӑчӗҫ. Хамӑр паллашнӑ хыҫҫӑн, ҫавӑн пек калаҫусем хыҫҫӑн, пурин хыҫҫӑн… Малтанхи йӗркесене шыв ҫуса тӑкнӑ. Вӑл сӳпӗлтетнинчен Воропаев ҫакна ӑнланса юлма пултарчӗ: Корытов унпа виҫӗмкун пӗр сехете яхӑн калаҫнӑ тата кашни ик-виҫӗ пуплев хыҫҫӑнах: «Кун ҫинчен эсӗ тем пулсан та хӑвӑн полковникна каласа пар», — тесе кала-кала пынӑ. — Ҫакна ҫеҫ шухӑшлама пулать, — терӗ Мартини. — Риваресӑн сывалса ҫитмен чирӗ сасартӑк хускалнӑ. Вӑй пур чухне вӑл чирӗпе кӗрешнӗ, анчах унтан, картишне ансан, унӑн ӑс-тӑнӗ ҫухалнӑ. Унӑн койотсемпе ҫапӑҫу пулнӑ пулмалла. — Эпир сурана ҫӗлесе хурӑпӑр та, вӑл тепӗр эрнерен ҫӳрекен пулӗ. Хул пуҫҫи урлӑ ӑна сӑнакан Гусев Лось енне ҫаврӑнчӗ: — Аппарат йӗри-тавра палатка карма, хурал тӑратма сӗнет, ҫавӑ ҫеҫ. Кукубенкопа Палывода хыҫалтан хӗсӗр! Унӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ, вӑл кӑшт илтӗнмелле оперетӑсенчи арисене шӑхӑрса юрлать, хӑйне ним те илтмен, ним те асӑрхаман пек тыткалать… Ир енне кайса тӑватӑ сехет ҫитет пулмалла. Лапах ҫак вӑхӑтра майорӑн хӑлхи ҫӑмӑл сасӑ илтрӗ, сасси чуллӑ ҫӗр ҫумӗнчи стена хыҫӗнчен илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Хохловски выселока ҫитсен, Аркадий постоялӑй двор тытакан Федот лашасем кӳличчен кӗтсе тӑчӗ те, тӑрантас патне пырса яланхи пек кулса Базарова ҫапла каларӗ: — Евгений, илсе кай мана та хӑвӑнпа, манӑн сан пата пырас килет. Сӑвӑсем вӗт ку. Шутоломовӑри хресченсен кӳрши Беспандин вӗсен тӑватӑ десятин ҫӗрне сухаласа пӑрахнӑ. Анчах юнлӑ драмӑн тупсӑмӗ вӑл йӗрте пулман; мустанг йӗрӗ нумайтарах япала ҫинчен пӗлтерме пултарас пек туйӑннӑ, — вӑл ҫав юн тӑкса хӑтланнӑ вӑрттӑнла ӗҫӗн тупсӑмӗ патне, тен тата вӗлерекен ҫынӗ пурӑннӑ вӑрӑ-хурахла йӑва патне те илсе пыма пултарать пулӗ, тесе шухӑшланӑ разведчик. Унтан ытла тума унӑн власть ҫук, туршӑн та! «Акӑ мӗн вӑл, вак харпӑрлӑхла туйӑм! Ӑҫтан тупатӑн ҫак эс ӑна?» Лукашка Назаркӑпа тата Ергушовпа, ҫӳр витре ӗҫсе янӑ хыҫҫӑн, хӗрсем патне килеҫҫӗ. Ӗнтӗ йӑлтах урӑлса ҫитнӗ ирландец ҫав ӗҫе хавассӑнах хӑй ҫине илнӗ. — Паллах, кӑтартатпӑр, — терӗ тепри шанчӑклӑн. — Эсир халӗ те ҫилленетӗр-и? — малалла каларӗ вӑл. — Кӑлӑхах. Ывӑлӗ пуҫне ҫӗклесе, тем ыйтнӑ пек, ӑна питӗнчен пӑхрӗ. Ашкӑнса кайнӑ ҫутҫанталӑк мӗн хӑтланнине никам та курман, мӗншӗн тесен никам та ӑна пӑхма хӑйман. Унтан, ҫул ҫинчен пӑрӑнса хӑйсен вырӑнне таврӑнчӗҫ те, пӗлӗтри ҫӑлтӑрсен ҫутинче урапасен ҫуррийӗ хӑйсен вырӑнӗнче ҫуккине, козаксенчен нумай ҫын ҫуккине курса, пурте чӗререн хуйхӑрма тытӑнчӗҫ, хӑйсен шухӑ пуҫӗсене ҫӗрелле усса ирӗксӗрех пурте шухӑша кайрӗҫ. — Ну, сирӗн Берездовра мӗн хыпарсем пур? Ҫакӑ кама та пулин интереслентерет пулсан — тархасшӑн… Ҫил ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнчен вӗрме пуҫларӗ, вӑйлансах пычӗ. Юлашкинчен ҫеҫ вӑл: «Эсӗ мана нихӑҫан та яла пырса шырамӑп тесе, ман ҫинчен нихӑҫан та ыйтса пӗлмӗп тесе сӑмах пар, — тенӗ. — Хам сӑмах хурса курнӑҫнинчен пуҫне урӑх мана курма тӑрӑшмӑп тесе сӑмах пар», — тенӗ Лиза. Тахҫанхи истори! — Ҫук, эпӗ Италире пулман, анчах пуласшӑнччӗ… Эпӗ халлӗхе каяс мар терӗм-ха… — Эсӗ мӗн чухлӗ пуль тесе шухӑшлатӑн? Казаксен ушкӑнӗ ҫыран хӗрринче темиҫе саслӑн харӑс янӑратса калаҫса тӑрать. Юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн артистсене мухтарӗҫ те, чаршав анса карӑнчӗ. Ҫӑва патне кайман маркитанчӗсем пит те улталама пӗлеҫҫӗ: вӗсем хутӑштарса та параҫҫӗ, тулли те тултармаҫҫӗ; вӗсен аллинчен илнӗ пӗр бутылка виски нумаях пыманнинчен тӗлӗнмелли те ҫук ӗнтӗ. Гленарван Роберт ҫине пӑхрӗ те унӑн чӗри ыратса хускалнине пӗлчӗ. — Анчах ҫак ыйту пур: унӑн укҫи пулнӑ-ши? Вӑл шлепкине хывса унӑн хӗррине ҫӗклерӗ, тӗмрен пӗр типӗ йӗп хуҫса илчӗ, кӗсйинчен шурӑ кокарда кӑларса шлепки ҫумне тирчӗ те, пуҫне тӑхӑнса, хыттӑн ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Эпӗ шӑпах эсир шыракан ҫын. Тарас та пулин… — Николай Антоныч кулмасӑр пӑхрӗ ман ҫине. Ҫакӑнтан пуҫланчӗ те полкӑн путланса ларасси. Ну, малтан хреснаҫу пулӑшӗ сана — итле ӑна! Акӑ каллех снарячӗ Корниловски бастион ҫинех ӳкрӗ, а вӗсем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. — Макӑрӑн! — салхуллӑн ответлерӗ Юра. — Юлчӗ вӗт пирӗн Семён! Сутас килмест ӑна. — Мӗн ҫырас ман сан пата? Пуҫла, йытӑ ҫури! Вӑл сана мӑйӑнтан сӗрнӗ пулсан, питӗ те шеп пулнӑ пулӗччӗ. — «Кам?» Ухмаха ерӗҫ! Кашнинех ултшар пин доллар лекрӗ — пӗтӗмпех ылтӑн. Тул ҫутӑлас умӗн полк хӑйӗн малтанхи вырӑнне таврӑнчӗ. — Чӑнах-и? Ну, халӗ ҫывӑрма кай, ҫӗрле пулнӑ ӗнтӗ. Ступина хӑй Европа тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрени ҫинчен тата, юлашкинчен, киле епле таврӑнни ҫинчен питӗ чӗррӗн те илемлӗ каласа пачӗ — халиччен мӑшкӑлҫахла кулса ларакан метеоролог та миҫе хутчен чышкипе сӗтеле ҫапа-ҫапа илчӗ, Воропаевӑн та хушса каламалли нимӗнех те пулмарӗ. Ҫӗнӗрен вӗреннӗ кашни хускану, пур йышши глиссадӑсем, ҫаврӑнусем, змейкӑсем, точкӑсем, чапа тухнӑ Поль Судаковский теорийӗпе тунӑ салоннӑй ташӑн чее техники, хӑватлӑ та янравлӑ сӑмахсемпе пуянлатнӑскер, ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ. Кашни ҫӗнӗ па ӑна ача пек хӗпӗртеттерчӗ. Ӑҫта та пулсан ҫаврӑннӑ ҫӗрте пӑрлак ҫӗр ҫине пырса лексен вара, унӑн, мӗскӗнӗн, вӑй-халӗ ҫитмест. — Пӗччен каятӑп-и эпӗ! Курӑн ак: ыран пирӗн салтаксем пурте, уйрӑммӑнах коммунистсем, арӑслан пек ҫапӑҫӗҫ! Эсир пӗлсе тӑмашкӑн, милостивый государьсем, — ҫавӑ иртмен вӗт-ха, иртмен! Тӳп-тӳрӗ, илемлӗ, мӑнкӑмӑллӑскер — кайрӗ. — Мӗнле улах? Курпун вӗсем хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ те, ура ҫине тӑрса, хӑй утӑ ҫинче ҫывӑрса пурӑнакан беседкӑна кайрӗ, унта алӑк урати ҫине ларчӗ. — О, ҫук, ҫук! Иккӗмӗш, учительсем вулама чарман кӗнеке параҫҫӗ пулсан та, унӑн шухӑшӗ вулама чарнӑ кӗнекери пекех, унта сӑмахӗсем урӑх, чӑнлӑх сахалтарах кӑна, — ку иккӗ. — Ӗҫӗ те урӑхла пулнӑ пулӗччӗ, — терӗ хӗр, пуҫне силлесе. — Итле-ха, Бекки, сана хӑҫан та пулин ҫураҫнӑ-и? Ун ҫине пӑхатӑн та — эс ҫук та! Унтан вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те, пӗчӗк кӗнекинчи хучӗсене пӑхса, лашине лавсен ҫумӗпе уттарса кайрӗ. — Алӑка уҫӑр, кунта ҫутӑ сахал, — хушрӗ Черняк. Асӑрхаттарни. Ман ҫинчен ҫапла ырӑ шухӑшланине тӗрлӗ майпа ҫирӗплетме тӑрӑшрӑм. — Кам чӗртсе янӑ тет-и? Ҫакна эпӗ чӗрне хури чухлӗ те ӗненместӗп. — Чимӗр-ха, — терӗ сасартӑк Монтанелли. Шанса тӑратпӑр эпир, коммунистсем, пурте эсӗ лайӑх большевик пуласса шанатпӑр. Ку вӑл, тӑванӑм, ырӑ ӗҫ! — Эсир ӑна курсанах… Эсир ман шухӑшсем мӗнле аталанса пынине сӑнатӑр-и? Халӗ малалла: «Ӑна Тосканӑна мӗн тӗллевпе янине Монтанелли ӑнланать-ши, е вӑл иезуитсен аллинче вылямалли ахаль япала ҫеҫ-и. — Килте, — терӗ Володя, урисене усса тата кӗнекине сӗтел ҫине хурса. Юнлӑ драмӑн тӗвви салтӑнса каясси инҫе юлмарӗ. Вучахри вут сӳнет. Ӳпкесем валли кирлӗ таран кислород илес тесен, сайралнӑ сывлӑша тӑтӑш-тӑтӑш сывласа илме тивет, ҫав вара ытла та ывӑнтарса ярать. Чутах маччана перӗнмерӗ, хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрашма пуҫларӗ: «Эпӗ медицинӑра ним те ӑнланмастӑп-и?! Эсир ӗнтӗ ирӗклӗ. Поезд дачӑри платформа тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Сан шутпала, вӑл мӗн? «Чӑрсӑрскер, тет амӑшӗ, хӗрӗ пирки… Манӑн тата ӑна канаш памалла?! — Апла питӗ аван. Кӑкарнӑ кимме салтса, юханшыв тӑрӑх икӗ миля ҫурӑ анаталла антӑмӑр, ҫӳллӗ ҫыран ишӗлчӗкӗ тӗлӗнче тип ҫӗр ҫине тухрӑмӑр. Майла вӑхӑт тупса, Давыдов чӑмаккана Федотка ҫинелле персе ярсан, лешин ҫамки, пуҫне ҫав тери хӑвӑрт пӗшкӗртнипе, парттӑна ҫапӑнчӗ. — Мӗн кулатӑн вара эсӗ? «Ах, — шутларӗ вӑл, — ак пурнӑҫ ҫаврӑнса кайрӗ! Грушницкий хӗвел пек ҫуталса кайрӗ… Вӑл ҫисе тӑранчӗ те пуль. Малтанхи кунне пӑхнӑ пекех, вӑл гасиенда ҫине пӑхса илнӗ тата рашча патӗнче чарӑнса, нумайччен Каса-дель-Корво еннелле пӑхса тӑнӑ. — Э-эпир сана… — шӑппӑн ӗнӗрленӗ Зубов. — Мӗншӗн хӑратӑр эсир Павел Петровичран? Крэнкбиль «ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрнӑ пулсан та ҫавах, вӑл ҫапла кӑшкӑрни киревсӗр ӗҫ туни пулать-и, ҫук-и, чӑн малтан пирӗн ҫавна пӗлмелле. — Кам калать! Нумаййи, суя пулсан та — тутлӑ, сахаллипе те ҫаплах килӗшме пулать… анчах чӑкӑлташни, чӑкӑлташни вара… ку асап анчах. Анчах лешӗ вӗсем кунта пуррине пач маннӑ тейӗн. Ӑҫталла утмалла? Сӑнран пӑхма Бак та ман ӳсӗмри ача, вунвиҫӗ-вунтӑватӑ ҫулсенче вӑл, пӗвӗпе ҫеҫ манран кӑшт ҫӳллӗрех. Хула хӗрринчи пӗчӗк шурӑ ҫуртсем ту ҫине инҫете улӑхса каяҫҫӗ. Хула хыҫӗнчи кивӗ паркра шӑп. Акоголик та вӑрӑ, рота командирӗнчен кӑларса ҫапнӑ Клодт штабс-капитанпа ӗмӗрлӗхех подпрапорщик текен йышри тӑсланкӑ, самаях ҫулланнӑ, ӗнтӗ кукшаланса кайнӑ вӑйӑҫ, вӑрҫӑ-харкашу хускатма та намӑс сӑмах чӗвӗртме юратакан эрехҫӗ Золотухин подпрапорщикчӗ кусем. Ялтан вӑтӑр километр хӗвеланӑҫнелле хамӑрӑннисем васкаса тунӑ оборона линийӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа нимӗҫ колоннисем, хӑватлӑ танк чаҫӗсем пулӑшнипе, красноармеецсен чаҫне аркатнӑ та, мӑн ҫултан аякра, вӑрманти кӳлӗ хӗрринче ларакан Плавни ялӗнчен иртсе тӳрех хӗвелтухӑҫнелле кайнӑ. Ачасене пух та кайрӑмӑр! Пурнӑҫ ҫавӑн пек! Эпӗ сире калатӑп мӗншӗн тытмаллине. Станица ҫумӗнчи пӗвере выльӑхсем таптанӑ юшкӑнлӑ ҫыран хӗррисем курӑна пуҫларӗҫ, кунӗ-кунӗнех вӗт-шак арҫын ачасемпе хӗрачасем шывра шампӑлтатни, кӑшкӑрашни илтӗнсе тӑрать. Блиндажра Матвей Юргин ҫук, ҫавна кура вара Петро Семиглаз, миххине сӗтӗрсе кӗртсе, пӗтӗм отделенине пӗлтерчӗ: — Эй, ачсемӗр, вӑт мӗнле ҫӗнӗ хыпар илсе килтӗм! Выльӑх картишӗсене тасатса тӑнипе вӑрлӑх тасатнисӗр пуҫне хӗлле тата мӗн тунӑ эсир? Уйӑх анса ларасса кӗтме ҫук-ҫке, ҫӳлте тата пӗр пӗлет татӑкки те курӑнмасть. — Кам вара вӑл Ноль? — ыйтрӗ художник. Аялтан трубана хирӗҫ сӑрнайпа кӑшкӑртса ответлерӗҫ. Джо тӳсӗмлӗхӗ те пӗтейменччӗ, лешсем питӗ аван карп, икӗ уланкӑ тата пӗчӗк ҫуйӑн йӑтса каялла пырса та ҫитрӗҫ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем пӗр ҫемье тӑранмалӑх ҫителӗклех ҫимӗҫ илсе пычӗҫ. Хура сухал тухма пуҫланӑ янахӗпе чӗркуҫҫи ҫине сӗвеннӗ те вӑл, тем вӑрттӑн шухӑш тытнӑ пек, кӑвайт ҫинелле пӑхса ларать, сайра-хутра, тӗлӗкри пек, кӑрт сике-сике илет. Р. П.» Айванлӑх, киревсӗрлӗх, провинци шурлӑхӗпе усал элеклӗх вӗрсе ячӗ Ромашов ҫинелле ҫак нумай йӑнӑшлӑ, ним латтисӗр ҫыруран. Стена хӗрринче тимӗр кӑмака тӑрать, хутасса ӑна хӗл кунӗнче кӑна хутаҫҫӗ, ҫу кунӗнче пӳрте илем кӗртет тесе тытаҫҫӗ. Ӑна хирӗҫ турӑш пур, турӑш умӗнче лампада ҫунать. — Пулмастӑп терӗр-и? Павел Петрович кӗтмен ҫӗртен капла хӑтланни килти ҫынсене пурне те хӑратса пӑрахнӑ, Феничкӑна вара пуринчен ытларах хӑратнӑ; пӗр Прокофьич ҫеҫ ҫаплипех юлнӑ, вӑл каланӑ тӑрӑх, ун вӑхӑтӗнче те господинсем ҫапӑҫнӑ, «анчах ҫапӑҫасса ырӑ господасем хӑйсем пеккисемпе кӑна ҫапӑҫнӑ, кун пек сӗтӗрӗнчӗксене чӑрсӑрла калаҫнӑшӑн витене илсе кайса ҫаптарма хушнӑ». Кун ҫинчен калаҫма вӑл юратсах каймасть. — Манӑн Весовщиковпа тӗл пулмалла! — терӗ Софья. Инҫетре, горизонт хӗрринче пекех, пароход тӗтӗмӗ ярӑмӑн тӑсӑлса выртать. — Тӑвансем, апла ӳпкелешсе калаҫнипе мӗн усси? — Эпӗ Артёма курасшӑн, унтан вара кунтан тарасшӑн. Иртнӗ эрнекун, сӑмахран, — вӑл эрнекун пулчӗ пек… Эпӗ кунсене кӑшт пӑтраштарма пуҫларӑм, юрӗ эппин, ку пурпӗрех пек ӗнтӗ, — эпӗ мана опиум пама ыйтрӑм. Ҫавна эпӗ питех те аван астӑватӑп. Анчах вӑл кунта килчӗ те: леш алӑка кам уҫнине каласан, эпӗ с-сана опиум партаратӑп, терӗ. — Эх, йывӑр та-ҫке эс, салтак пурнӑҫӗ! — Ну, юрать, ҫывӑрах… Ялав ҫӗклесе пыраканни — манӑн ывӑл вӑл! — Ну, саланӑр, йӗксӗксем! — тенӗ вӑл янӑравсӑр сасӑпа. — Ҫук-с. — Эсир мана ҫӑм тӗрки сӳтме пулӑшас теместӗр-и? — Сирӗншӗн пурпӗрех мар-им? — ыйтнӑ хӗрӗ. Каҫарӑр мана, анчах, эпӗ кунта сутӑн илекен ҫынсене тупма пултараймастӑп пулсан, мӗн тума кирлӗ мана ҫав Вена? Хӑйӑр сӑрчӗ ҫийӗпе авкаланакан тӑвӑр сукмака эпӗ, пӗтӗмпе тенӗ пекех, чупса тухрӑм. Пултаруллӑ-и? — Паллах, кунтах пурӑнас тетӗп. — Кӳр-ха, органна хывма пулӑшам. — Ну, эсӗ мӗнле пурӑнатӑн кунта… хӑвӑн ҫӑтмахӑнта? — Пӗлесчӗ манӑн, — тесе ыйтрӗ майор, — мӗне ӑнланаймӗ-ши Талькав: каланине, е каласа параканнине? Ермолай ӑна нихӑҫан та тӑрантарман. Кӗпе вӗҫҫӗн те, ҫарран та ҫӳреме пулать. — Ытлашши нумай павраҫҫӗ. Февралӗн 13-мӗшӗ ҫитрӗ. — Пӑх, авӑ, ав, инҫетре ҫӑлтӑрсем мӗлтлетсе илчӗҫ: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк… Сире ача ҫуртне хӗл каҫма кӑна яратпӑр, ҫулла каллех килетӗр, сирӗн пата кашни кунах ҫӳрӗп, тесе йӗре-йӗре ӳкӗтлерӗ Даша инке. — Мӗн суятӑн? — ӗненмесӗр кӑшкӑрчӗ Петӗр. Тӑлпан кӗлеткеллӗ Сиротенко звонока хуллен ҫӗклерӗ те кӑшт шӑнкӑртаттарчӗ, унтан ӑна каллех сӗтел ҫине лартрӗ. Микул кунӗ Артамонов рабочисене тутлӑ апатпа, эрехпе, брагӑпа хӑналарӗ; сӗтелсене картишне кӑларса лартрӗҫ, хӗрарӑмсем вӗсене чӑрӑш, хурӑн турачӗсемпе, ҫуркунне чи малтан ҫурӑлакан чечексен ҫыххисемпе илемлетрӗҫ, хӑйсем те, тӗрлӗ тӗслӗ кӗпесем тӑхӑнса, чечексем пекех куҫа йӑмӑхтармалла тумланчӗҫ. Lisе, виҫӗ сехет! — терӗ хӗрарӑм, сарлака пиҫиххийӗ хушшинчен ылтӑн вӑчӑрапа ҫакса хунӑ пӗчӗк сехетне кӑларса, унтан. — Ҫук, кирлӗ мар. Эпӗ лаша ҫине сиксе ӳкрӗм те вӗсем патне чуптарса ҫитрӗм: «Эсир мӗн тӑватӑр, мурсем?! «Эсир чыслӑ ҫын пулнине, паян ирхине калаҫнӑ вексель ҫинчен пӗр сӑмах та ҫынсене систерес ҫуккине шанатӑп, — тенӗ ҫырура. Демка, ҫакна кӗтменскер, ахлатса ячӗ, аллинчи хур амин пуҫӗпех хӑй хыҫӗнче ларакан кунтӑк ҫине кайса ӳкрӗ, чӗп кӑларма хунӑ ҫӑмартасене лӑчӑр-лачӑр ҫӗмӗрсе лапчӑтрӗ. Анчах вӗсен кӗлетки питӗ хӑрушшӑн курӑнать, шыв хумӗ скаласем ҫине урса кайнӑ вӑйпа пырса саланать, ҫыран хӗррине пыма май ҫук, — ҫаксене курсан, манӑн ҫыран хӗррине каяс шухӑш та пӗтӗмпех сирӗлсе кайрӗ. Тимӗрҫӗ хӑйпе пӗрле такан илсе килме пӗлнӗ. Вӑл «урӑхла картласа хумашкӑн, крышӑра чӳрече касмашкӑн» тата ыттисене те тумашкӑн чертежсем ӳкеретчӗ; эпӗ ҫав чертежсене, ҫирӗм пилӗк тенкӗлӗх хут укҫа чиксе хунӑ конвертпа пӗрле, ватӑ архитектор патне илсе каяттӑм, — архитектор укҫана илетчӗ те: «Чертеж натурӑпа тӗрӗс, ӗҫсене астуса тӑрассине хӑй ҫине илнӗ», тесе хушаматне ҫырса ал пусатчӗ. Никольский Половцева ыталаса илчӗ: — Паттӑрлӑх, татах паттӑрлӑх! — Ганс пире пӑрахса каять! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. — О, ун пирки пачах иккӗленмелли ҫук! — хирӗҫ чӗнчӗ Шубин. Ун пек хӑтланнинчен нимӗн те тухмарӗ те кайрӗ. Вӑл кайни мана персе вӗлернӗ пекехчӗ ӗнтӗ, е унтан та ытларахчӗ пулӗ, анчах персе пӑрахма унӑн хевти ҫитмерӗ. Вӑл хӑйӗн патне ханкӑрсенче пытанса пурӑнакансене — ӑс-тӑнлӑх пӗлӳҫисемпе ӑсчахсене — чӗнсе илет те ҫапла калать: «Манӑн куҫӑмсемпе хӑлхамсем ӑслӑх-тӑнлӑхшӑн уҫӑ». Эпӗ ҫӗрӗпех ҫывӑрмарӑм. Ҫакӑн пек сӑн-питпе, ҫакнашкал кӗлеткепе ямаҫҫӗ мана сцена ҫине, ямаҫҫӗ! Лось хӑйӗн ҫулташӗ ҫинелле тӗмсӗлчӗ. Укҫа пирки килӗшсе татӑлас пирки пулакан пур калаҫусенче те вӑл хӑй пулнӑ, нумайӑшӗ: антрепренер унӑн аллинчи пукане кӑна, тесе пӑшӑлтатнӑ. Вырсарникунсерен амӑшӗ икерчӗ пӗҫеретчӗ те яланах пӗр виҫ-тӑватӑ икерчине чӳлмек ӑшне пытаратчӗ, ӑна вара эпӗ ҫывӑракан диван айне кӗрте-кӗрте лартатчӗ: кӑнтӑрлахи кӗлӗрен тавӑрӑнсан, Виктор чӳлмеке туртса кӑларатчӗ те:— Нумайрах пытарса хӑварма мӗн, айвансем! — тесе мӑкӑртататчӗ. Вӑл хӑй Кольхаун ҫине епле шухӑшлама пуҫлани ҫинчен, хӑй прерире преступлени йӗрӗсене епле шырани ҫинчен, капитан пуҫсӑр юланут хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳренине хӑй икӗ хутчен курни ҫинчен калать. Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн игуменпа онбаши кӑҫалхи сунар пирки сӑмахлакаларӗҫ, унтан лешӗ игумен пӑшалне тыткаласа пӑхрӗ. — Лайӑх пӑшал, деспот-эфенди, — терӗ вӑл, кашни сунарҫӑ пек пӑшалне тӗплӗн пӑхса. — Ӑҫталла тӗллесшӗн эс? Летунова вӗлерчӗҫ! — терӗ те вӑл, куҫ умӗнче нимӗн курмасӑр пӗр симӗс мундирлӗ кӗлеткене касса ӳкерчӗ. Малалла та Гарриса хирӗҫлесе тӑни Уэлдон миссиса кӳрентерме пултарнине курчӗ Дик Сэнд. Вӑл хӑвӑрттӑн каллӗ-маллӗ утса ҫӳрет, пуҫне аллисемпе ярса тытать, тенкелсене вырӑнтан сиктеркелет, кӗнекисен пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне купаласа хурать, кам ҫакна ӗненме пултарӗ, — хӑйӗн хаклӑ чулӗсемпе пӳскелле вылянӑ пек ывӑткаласа вылять, чӑмӑрӗпе перкелесе пӑхать, аллисемпе те шаплаттарса илет. Кунтах ҫывӑрмаллаччӗ, — манпа выртатчӗ! Тинех ӑна пӑшалпа пемешкӗн те кансӗр пула пуҫларӗ. Унтан мотор хаяррӑн кӗрлеме тытӑнчӗ, самолёт вырӑнтан тапранчӗ, аэродром тӑрӑх юрлӑ тусан ҫӗклесе чупса кайрӗ, — унччен те пулмасть, хайхискер хӗвел ҫутинче ҫунаттисемпе йӑлтӑртатса, пӗлӗтелле вӑркӑнса хӑпарчӗ. Тюленьсем хушшинче Паганель шыв слонӗсем ҫӳренине асӑрхарӗ. — Пӑрахут вӑл, — терӗ Паганель. — Вӑл мӗнпур вӑйӗпе пирӗн паталла килет! Автор икӗ гуигнгнма тӗл пулать. Унтан вӑл Берездоври ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра пӗр-икӗ эрне ларкалаҫҫӗ те кайран вара макӑрма та пӑрахаҫҫӗ, юлашкинчен вӗсене ҫав шӑтӑкран хӑваласа та кӑлараймӑн: вӗсене аяккалла илсе каятӑн — вӗсем унта каяллах пыраҫҫӗ. Анчах Коимбра Остина тепӗр хут юнарӗ те хирӗҫ ним те чӗнмерӗ. Пӗр Сильвер ҫеҫ парӑнмарӗ. Икӗ «нимӗҫ» ҫавӑнтах стройран уйрӑлса ӳкрӗҫ. — Ӑҫтан пӗлӗн, тен вӗсене Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем чӗрӗллех тыткӑна ҫаклатнӑ? — терӗ Элен. Тӳрех тата ман паталла шуса килет вӗт. — Ҫук, пултарать, — кӑшкӑрса ячӗ те Фигура Гейкӑна питӗнчен ҫупрӗ. — Ҫук, курман, ӑна курасран та турӑ анчах урӑх ҫынсем курнисем пулнӑ. — Кунне калама кирлех те мар сирӗн, — терӗм ӑна эпӗ, — вӑл кун ӗмӗрех ман асра пулӗ терӗм… Ҫавӑнтанпа мӗнле те пулин паллӑ ҫыннӑн ҫитменлӗхне каҫарас тенӗ чух: «Хӗвел ҫинче те пӑнчӑсем пур-ҫке!» — теҫҫӗ. Хурахсем! Кунта чӗрӗ шӑршӑна хускалмасӑр тӑракан шӑплӑх шӑрши кӗнипе ӗнтӗ ҫав тери пӑчӑ. Ҫул ҫинче вӑл самаях лӑпланчӗ, анчах килелле ҫывхарнӑ май сӑн-пичӗ салхулланнӑҫемӗн салхулланчӗ, хашка-хашка чупса ҫитнӗ Фокаран кӳмерен тухнӑ май: «Наталья Николаевна ӑҫта?» тесе ыйтнӑ чухне сасси чӗтрерӗ, куҫӗнчен куҫҫуль персе тухрӗ. Вӗсем ман ҫине тимлӗн пӑхрӗҫ. Ҫапах та эпӗ хама ҫамрӑк манах кӑтартнӑ еннелле утрӑм. Ытла кичем-ҫке ҫамрӑк ҫын хӑйӗн чи лайӑх ӗмӗчӗпе шанчӑкне ҫухатнине пӑхса тӑма; халиччен вӑл этемӗн ӗҫӗпе туйӑмне кӗрен чатӑр витӗр кӑна курса тӑнӑ та халь акӑ сирнӗ ӗнтӗ ҫав чатӑра, ҫапах та ҫамрӑкӑн хӑйӗн ӗлӗкхи аташӑвӗсене ҫӗнелнисемпе улӑштарас шанчӑкӗ пур, вӗсем ӗлӗкхи пекех иртеҫҫӗ пулин те, ӗлӗкхи техӗмпех пулсан та, унӑн ҫӗннипе улӑштарас шанчӑкӗ пур-ха… Мӗн шыратӑн тетӗп? Мунчана ҫӳретпӗр, ӳте ҫӑватпӑр-и? Аслӑ Артамоновӑн юр, ҫӑмӑр, пылчӑк, шӑрӑх, тусан пек, пурӗпӗр тата куллен пулса пыракан япаласенчен темле расна япаласем курас килнӗ. Вара вӑл, юлашкинчен, ҫавӑн евӗрлӗ япала тупрӗ е шухӑшласа кӑларчӗ. — Ан тивӗр ӑна. Ҫурҫӗр, кӑнтӑр тата хӗвелтухӑҫӗпе хӗвеланӑҫӗ ӑҫтине компас пулӑшнипе шутласа пӗлме пулӗччӗ. Ку мана кӑштах йывӑра та илтерет те-ха, доктор, —терӗм эпӗ малалла самант хушши нимӗн чӗнмен хыҫҫӑн, — эпӗ хамӑн вӑрттӑн шухӑша нихҫан та хам уҫса памастӑп, вӗсене ҫынсем хӑйсем тавҫӑрса илнине калама ҫук юрататӑп, мӗншӗн тесен кирлӗ чухне вара эпӗ вӗсен умӗнче яланах тунма пултаратӑп. — Нимӗн те ҫук, пӗтӗмпех пӑхса тухрӑмӑр! — терӗ вӑл. Тата аяккарах, горизонт тӗлӗнче витӗр куҫлӑ Вильсон пӗчӗкҫеҫ хура пӑнчӑ курчӗ. Литераторсем кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен тӑрӑшсах калаҫрӗҫ, ҫапах та вӗсене ҫав тери кичем пулчӗ курӑнать, туристсемпе вырӑс княҫӗсен тӗрлӗ ушкӑнӗсем вара пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме куҫса пуринчен те: ӑҫта кунта паллӑ ҫынсем, тесе ҫӳрерӗҫ тата ӑслӑ калаҫусене итлеме тӑрӑшрӗҫ. Ҫӗр ҫинче 60 килограмм туртакан ҫын унта пулсан, ун йывӑрӑшӗ 140 килограмм тайнӑ пулӗччӗ. Захар Брузжакпа Артём колосниксен авӑннӑ урлӑ-пирлӗ тимӗрӗсене юсаҫҫӗ. Ҫакна пурте пӗлеҫҫӗ, хӑйсем вара пӗлмен пек пулма тӑрӑшаҫҫӗ. — Ӑна улталаймӑн. Нумай пулмасть кӑна ҫуса кӑларнӑ урайӗнчен чапӑр курӑкӗн шӑрши тата кӑштах эрӗм шӑрши кӗрет. Ҫук-ҫке ӗнтӗ, нимӗнле туйӑмпа сисни те ҫук, мӗншӗн шухӑшланӑ-ха вӑл ун пек? — Хутора кайрӑм. Сакӑр ҫула ҫитсен, хӑйпе пӗрлех ҫурӑлнӑ тинӗс туртӑмӗ ӑна кӑнтӑрти ҫӗршывсене ҫӳрекен пӗр карап ҫине юнга пулса ӗҫе кӗме хистенӗ. Вӑл чӗлпӗрне салтса лаша мӑйӗ ҫинелле хунӑ та ун ҫине сиксе ларма хӑтланнӑ, анчах тӑлӑппа ҫӑматти йӑвӑр пирки, каялла татӑлса аннӑ. — Кратер патне! — терӗ вӑл. Мӗнлерех киленӗҫ, мӗнле ҫивӗч те пылак терт-асап! — хӑпартланса, сасартӑк савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Назанский. Епле пӗлӗп ӑна эпӗ! Алӑк уҫӑлса кайнӑ; Алексей нимӗн пӑлханусӑр, мӑнкӑмӑллӑн алӑк енне пуҫне пӑрнӑ; капла пӑхнипе тем тӗрлӗ кокеткӑн та чӗри кӑртах сикме пултарнӑ. Вӑл укҫалла картла питӗ мастер вылятчӗ тата хӑй пит нумай ҫинипе тӗлӗнтеретчӗ; выҫӑ йытӑ пек, вӑл яланах кухня тавра сӗтӗрӗнсе ҫӳретчӗ, аш татӑккисем, шӑмӑсем ыйтатчӗ, каҫсенче вара Упа ҫурипе пӗрле чей ӗҫетчӗ, хӑй ҫинчен тӗлӗнмелле историсем каласа кӑтартатчӗ. — Кам? Эпир сире пытарса усраттӑмӑр. Вӗсен хушшинчех капитан хӑйӗн алли ҫине йӗппе чиксе ҫырнӑ сӑмахсем те пур: «Билли Бонзӑн ӗмӗчӗсем пурнӑҫланччӑр», ҫавӑн евӗрлӗ ытти сӑмахсем те пур, сӑмахран: «Мистер В. Бонс штурман», «Ҫитет ром ӗҫме», «Пальма ҫыранӗсем патӗнче вӑл хӑйне тивӗҫлине пӗтӗмпех илчӗ» тесе ҫырнӑ. Ыттисем вуҫех ӑнланмалла мар, пуринчен ытларах пӗр сӑмахран тӑракан ҫырусем те пурччӗ. Ырӑ шухӑшпа асӑнма тивӗҫ архирей пӗррехинче Диканька витӗр тухса кайнӑччӗ, вӑл ял ларнӑ вырӑна мухтарӗ, урампа пынӑ чух ҫӗнӗ пӳрт умӗнче чарӑнса тӑчӗ. — Ну, Елена, — терӗ Инсаров, арӑмӗ еннелле ҫаврӑнса, — пурте хатӗр пулас? Вӑл нимӗн те курман, ылттӑн хӗвел мӗнле хӑпарнине те, вӑл хӑй ӑшшипе пӗтӗм тӗнчене епле ӑшӑтнине те, унтан вара майӗпен аялалла анса ҫуртсем хыҫне пытаннине те курмасӑрах юлнӑ. — Эсир мӗн шутлатӑр, Айртон? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Нагульновпа икӗ платник Титок картишӗнче ясли сырлӑхӗсене тума ҫирӗк чутлаҫҫӗ. Александров полковник вагон патне пырать те пӑхса тӑрать. — Эпӗ сирӗнпе Лу пирки калаҫасшӑнччӗ, — тесе ответленӗ Кольхаун. Ан тив пӑхса юлтӑр!» — шухӑшлать Щукарь, ҫав шухӑшпа якӑлт сикет те, лашин касса кӗрес пек ҫӳхе тӳрчӗ ҫине хырӑмӗпе ӳпӗнет. Качча ан тух эсӗ ҫамрӑкла; — Эсӗ паян кӑнтӑрла мӗн ӗҫлетӗн, Артур? — пуҫларӗ вӑл пӗрер минут хушши чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Анчах ученӑйӑн Африкӑра пуҫтарнӑ хурт-кӑпшанкӑ коллекцийӗн шӑвӑҫ ешӗкӗ кунта, ун ҫуртӗнче выртать. Гусев халӗ ӳпне выртнӑ — аппарат куҫӗ тӗлӗнчех. — «Сила поганьская…» — самантрах каларӗ студент. Ҫамкине шултӑра тар тумламӗ тапса тухрӗ. — Унтан вара… анчах та эсир, тархасшӑн, ан ҫилленӗр… — кӑшт пӑлханнӑ, пӑтрашӑннӑ пеклӗн пулса, ҫемҫереххӗн пуҫларӗ Николаев. Ӑна тӗпсӗр те тӗттӗм шӑтӑка анса кайнӑ пекех туйӑнать… Эпӗ ҫав ирсӗр япалана хам куртӑм, яша ҫавӑн чӗрнисенчен ҫӑлса кӑлармашкӑн аран ҫеҫ ҫитсе ӗлкӗртӗм. Йытӑ вилӗмӗпе вилчӗҫ ҫынсем. Унӑн, «ырӑ кӑмӑллӑ пани» Попельскӑйӑн, «искусствӑна хаклакансем» хӑйне тӑвӑллӑн алӑ ҫупнине илтнӗскерӗн, ҫапла намӑс курнине тӳсмелле-и, камран-ха тата? — айванла шӑхличӗпе калакантан, ут пӑхакан Иохимран! Вӑхӑт-вӑхӑт вӑйлӑ курӑк хушшинче пӑланӑн мӑйракалӑ пуҫӗ сике-сике тухать. Мӗн тӑвас? — Анчах астӑвӑр, саспаллисене шултрарах ҫырӑр, — терӗ княгиня, мана вараланса пӗтнӗ хут листи тыттарса. Йытӑ хусканӑвӗсем, вӗрни кирек мӗнле сӑмахран та ӑнланмалларах пулчӗҫ. — Эсир мана ӑссӑрсен ҫуртне-е-и? Паллах, вӑраххӑн, ун вырӑнне сахалрах ывӑнатӑн тата юр кӗрчӗсем хытса, пирченсе лариччен малалла кайма пулать. Ку тискер кайӑксен сукмакӗ пулнине Зеб уҫҫӑнах курса тӑнӑ. Тинтерех кӑна ирӗк панӑ офицерсен тытӑҫӑвӗ пирки калаҫрӗҫ, хӑйсен вара шухӑш-кӑмӑлӗсем пӗре килмерӗҫ, уйрӑла-уйрӑла кайрӗҫ. Вӑл тепӗр кун жалоба париччен штаб-офицерша патне ҫыру ҫырса, унран хӑйне мӗн кирлине ҫапӑҫмасӑрах тавӑрса пама ыйтас тесе шутларӗ. Мэтр Жозеф Обарэне вӑл, ун хулпуҫҫийӗ ҫине аллине хурса, ҫапла каланӑ: «Председатель Буриш мухтава тивӗҫ, чӑтма ҫук пӗлес килет хӑйӗн, ҫав кӑмӑл хӑйне йӗкӗлтесех тӑрать пулин те, хӑй ӗҫне вӑл ҫав кӑмӑл хыҫҫӑн ямарӗ, мухтава тухас кӑмӑл хыҫҫӑн каймарӗ вӑл, чӑнлӑха тӗппипех тавҫӑрса илес ӗҫрен аяккалла пӑрӑнса юлчӗ. — Юрать, ачасем! — ответлерӗ Тӑсланкӑ Джон, унтах палуба ҫинче, хулайӗнчи костылӗпе тӑраканскер. Вӑл вара эпӗ питӗ лайӑх паллакан юрра пуҫларӗ:Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине… Мӗнпур команда юрра харӑссӑн ярса илчӗ. Йо-хо-хо, тата бутылка ромччӗ! Хӑйӗн маттурлӑхӗ ҫителӗклине вӑл ӗненнӗ, ҫакна пула вӑл, куҫне чарса пӑрахса, кӗсйине хут укҫасем кӗрсен, ыран ирех епле ӗҫме тытӑнасси ҫинчен ӗмӗтленчӗ. Мӗнешкел ачашшӑн пурӑнма пулать вӗт тата, чӗре валли мӗн пек сӑмахсем пур! Ҫак ҫын хӑйӗн мӗнпур сӑн-сӑпачӗпе хура ягуар евӗрлӗ. Халӗ ӗнтӗ Том та нимӗн калама пӗлмерӗ. Ну, каласа пар-ха, эсӗ мӗн унта пӑтраштарса пӗтернӗ? — Чик пӳрнӳна. Хам ҫавнашкал пулнине хӑнӑхма эпӗ ытла мӑнкӑмӑллӑ; хама, тилӗ евӗр, виноград пиҫсе ҫитмен-ха, тесе лӑплантартӑм, урӑхла каласан, хитре сӑн-пите пула Володя, мана чунтан ӑмсантарса, тӗрлӗрен ырлӑхсемпе ман куҫ умӗнчех савӑннине килӗштерме пӑрахасшӑн тӑрӑшрӑм, мӑнкӑмӑллӑ пӗчченлӗхре савӑнӑҫ тупма шухӑшларӑм. Ссылкӑна ярсассӑнах эпир Павел Михайловича унтан тартатпӑр, — вӑл кунта кирлӗ. Хӑш-пӗр чухне хӑйпе пӗр еннеллех ыткӑнакан хумсенчен ирте-ирте, «Дункан» вӗсене хӑйӗн ҫивӗч сӑмсипе ҫурса пырса, шыва темӗн пысӑкӑш кит евӗрлӗ чӑмса тухать. Совет служащийӗ, теме пулать ӗнтӗ… Манӑн мастерская каяс килмерӗ, ҫынсене курма та тӳр килмерӗ, ҫавӑнпа та эпӗ хам ҫинче пӗр купа юр ҫӗклесе Тутар слободин урамӗсем тӑрӑх тул ҫутӑличченех, юр куписем хушшипе хула ҫыннисен кӗлеткисем чӑмса ҫӳреме пуҫличченех ҫапкаланса ҫӳрерӗм. Ромашка! Пире пӗр пысӑк пӳлӗме илсе кӗчӗҫ. Урайне ҫапса хытарнӑ тӑмран тунӑ, пӗртен пӗр чӳречине те кантӑк вырӑнне така хӑмпипе карса хунӑ. Хӑй дневникне ҫырма пӑрахрӗ вӑл: юлашки йӗрке айӗн, хулӑн йӗр туртса хучӗ. Андрейӑн ҫак сехетре тӑванӗсемпе пӗрле ҫав тери лӑпкӑн ларас килетчӗ. Сана тыла ӑсатнӑ тесе сӳпӗлтетеҫҫӗ! — Ҫапла, акӑ вӑл, юлашки, ҫирӗм виҫӗ сехет те аллӑ пилӗк минутра. Унтан Уйӑх пӗр хӗрринчен пӗчӗккӗн Хӗвелпе ҫуталма тытӑнать, вара тӳпере Уйӑхӑн ҫӳхе ҫурли курӑнса каять. Вӗсемпе ун хушшинче ҫӑра пӗлӗт ҫӗкленсе тухрӗ те, куҫа ҫиекен тӗтӗме пула вӑл куҫне хӗсрӗ. Эпӗ шӑпах сана шыраттӑм, — терӗ суккӑр. Амӑшӗнчен уйрӑлма ӗлкӗреймен упа ҫури пулнӑ иккен. Вӑл, яланхи пекех, сахал калаҫать; рабочисемпе, полицейски пекех, хаяррӑн харкашать, вӗсем ӑна юратмаҫҫӗ; хӗрарӑмсемпе вӑл пушшех те хаяр, вӗсемпе йӗрӗнсе калаҫать, пӗр Натальйӑпа ҫеҫ, вӑл хӑйӗн хурӑнташӗ, инкӗшӗ е аслӑ аппӑшӗ пулнӑ пек, темле уйрӑмах йӑваш калаҫать. Темӗнле кайӑк пӗр евӗрлӗ, хрусталь пек сасӑпа шӑхӑркалать. Давыдов, хӑй мӗн илтнинчен ҫав тери тӗлӗнсе, ура ҫине тӑчӗ. Унӑн суранӗ ыратма пуҫларӗ. Вӗсем ун кӑмӑлӑн вӑйне парӑнассине туйса, вӗсене хӑвӑртрах хӑй майлӑ ҫавӑрма тӑрӑшса, амӑшӗ малтанхинчен те ытларах ҫине тӑрса калаҫрӗ. Кунта унӑн Алексей килессе кӗтсе тӑмалла пулнӑ. Ҫав енӗпе ҫыпӑҫма май ҫук-и? Ҫавна ӑнлантарса парас тесен, пирӗн вӑл Техас ҫыннисене тӗл пулнӑ хыҫҫӑн салхуллӑн шухӑшласа тӑнӑ вӑхӑт патне таврӑнас пулать. Вӑл ун тавра ҫынсем ытларах та ытларах пухӑнса пынине курчӗ, — ҫавӑнпа та Павел пурнӑҫӗшӗн шикленекен, ҫав хушӑрах ун ӗҫӗпе хӑй тӗллӗн мухтанакан та пулчӗ. Акӑ старик унпа сӑмах хускатрӗ: — Марыся! Ҫав вӑхӑтрах икӗ енче Холявӑн карабинӗпе, Корчагинӑн, Панкратовӑн, Дубавӑн, Хомутовӑн револьверӗсемпе хӗҫпӑшалланнӑ ҫичӗ ҫын хуралта тӑраҫҫӗ. Отрядӑн пӗтӗм хӗҫпӑшалӗ те ҫавӑ кӑна. — Ҫук, ҫук! — терӗ Монтанелли ҫине тӑрсах. Манман-ха эпӗ вӗсене: ҫав мӑка пит-куҫсене, ҫав «нимӗнех те мар, пырать, хӑть эпӗ пуян хӗр пулин те, кил, ҫывхар тесе калакан пит-куҫлӑ пуян хӗрсене», ҫав вырӑнтан вырӑна куҫарса лартассине, мӑшӑрсем хушшинче явӑнакан, намӑса пӗлмен ҫав евчӗсене, ҫав ӗмӗртенпех, пыракан элексене тата ҫав юри-малли хӑтланнисене, астӑватӑп-ха эпӗ ҫав кама алӑ памалли, кама пуҫ сӗлтмелли, кампа сӑмах хушса калаҫмалли йӗркесене, асрах-ха ҫав сыпӑкран сыпӑка куҫса пыракан юна кайнӑ ӗмӗрхи кичемлӗх те (тата ҫаксене пурне те ахаль кӑна мар, ҫапла тума кирлӗ тесе ӗненсе тӑраҫҫӗ вӗт). «Эмилио вара, пирӗн юратнӑ, калама ҫук лайӑх Эмилио паттӑр вилӗмпе Сицилире вилчӗ, вӑл унта «Пин ҫынпа пӗрле» кайрӗ, вӗсене аслӑ Гарибальди ертсе пынӑ, эпир пурте ман ытарма ҫук шӑллӑм вилнипе хурланса йӗтӗмӗр, анчах куҫҫуль юхтарнӑ чухне, мухтантӑмӑр эпир унпа — тата ӗмӗр-ӗмӗрех мухтанӑпӑр, ун ятне чыслӑн асӑнӑпӑр! Кольхаун ыйтнӑ: — Индеецсем пирӗн ҫине вӑрҫӑпа тухнах тесе шутлать-и майор? Ман ҫавӑн пек шухӑш пулман та. Хӑш-пӗр чухне вӑйӑна ытти ачасем те хутшӑннӑ, вӗсенчен нумайӑшӗсем Синопӑран чылай аслӑрах пулнӑ. Ҫирӗм-вӑтӑр ача вӑрман хӗрне пухӑнса тӗрлӗрен вӑйӑ вылянӑ. Сывлӑхна сыхла, вуншар пӑтӑн ан йӑт. Пире юсама партие кайран хакла ӳкет. — Тепӗр хут та пулин ыталамӑпӑр-ха, Енюшечка, — йӑнӑшса ячӗ Арина Власьевна. Хӗвел кӑтра пӗлӗтсенчен ҫӳлерех шуралса курӑнакан юр тусен хысакӗ патнелле ҫывхарса пырать ӗнтӗ. — Пулнӑ. Ыйхӑран уҫӑлса ҫитеймен сасӑпа кӑшкӑрашни, киревсӗр сӑмахсемпе ятлаҫни сывлӑша ҫурать, ҫав вӑхӑтрах ҫынсене хирӗҫ урӑхла сасӑсем — машинӑсем йывӑррӑн хашлатни, пӑс чашкӑрни илтӗнет. Ӑна пурӑнӑҫӗ те шел мар, манӑн, турра тав, пурӑнмалӑх пур-ха», — тенӗ. Ултавҫӑсем, вӑрӑ-хурахсем… Мэри! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. Лешӗ питне батист тутӑр ӑшне чикрӗ. — Ҫук, ахаль кӑна… Нимех те мар… Паллах ӗнтӗ, вӑл ман валли ҫӗр ҫинчех ӗҫ тупӑнать терӗ. (Вӑл хӑвӑрт ун ҫине пӑхса илчӗ те каллех шӑлне йӗрчӗ.) Ун куҫӗ умӗнче танк ҫеҫ. — Саня, ма пӗртте кӗрсе курмастӑн? — ыйтрӗ Марья Васильевна. Лешсем ӑна пулӑшкалаҫҫӗ. Тепри, пысӑках марри, пит савӑнса кӑшкӑрнипе сывлӑша янӑратса, ун хыҫҫӑн пынӑ. — Эсӗ ху кам пулатӑн? — ыйтрӗ унран Дымов. — Эпӗ Базаров мана аристократ тесе ӳпкелешнине тӗрӗс пулнӑ тесе шутлама пуҫларӑм. Сизов пуҫӗпе сулкаласа кулса илчӗ, унтан тарӑннӑн сывласа ярса хушса хучӗ: — Ну-ну! — Сана, путсӗре, колхозран хӑваласа кӑларса янине питех те курас килет пирӗн! — хӗремесленсе кайсах кӑшкӑрса ячӗ Давыдов. — Weiter! — терӗ вӑл. Кӗҫнерникун Артур семинари чиркӳне пырса кӗчӗ, унта Карди атте хӑй пӗччен ҫеҫ пулнӑ. Астӑватӑр-и, ӗнер эпӗ сире Энеида ҫинчен каланӑччӗ? Портретра ҫын куҫӗсене ҫав тери ӑста ӳкернӗ пулнӑ, вӑл вӑхӑтра пурӑнакансем ҫав куҫсенчен тӗлӗнсе тӑнӑ; художник куҫра кӑшт палӑрса тӑракан юн тымарӗсене те пир ҫине ӳкерме пултарнӑ. Унӑн янах шӑммине ватса пӑрахнӑ, куҫне чиксе шӑтарнӑ. Анчах вӑл вырӑнтан вырӑна куҫма пултарать-ха. Вӑл кукӑр-макӑр пусма картлашки патне сӗтӗрӗнкелесе ҫитрӗ, турра кӗлтуса вилес шутпа, иккӗмӗш хута хӑпарчӗ. — Унта, ҫуртра, улттӑ ҫурӑ, Николай Еремеич, — улттӑ ҫурӑпа тырӑ параҫҫӗ-и? — А эсӗ мӗншӗн? — терӗ Черняк Долиннике. Маша юпа пек хытса тӑчӗ. — Ҫывӑртӑмӑр ҫав. Полковник хайӗн кӗске сӑмахне чаплӑн каласа пӗтерчӗ те, кардинал мӗн каласса кӗтрӗ. Ку ачана эпӗ телейлӗ ят пама тӑрӑшӑп. — Юрать; эпӗ кӗтетӗп. Хӑйшӗн паллӑ мар ҫутӑ патнелле туртӑнакан, унран самантлӑха та хӑпма пӗлмен ҫак ӑнланми туйӑмсем ачан пичӗ ҫинче, вӑл пурне те хӑех пӗлесшӗн пулнине палӑртса, тарӑнрах та тарӑнрах йӗрсем хӑвараҫҫӗ. Ну, кала-ха, тархасшӑн кала, Николай Еремеич. Мӗн тӑвас тетӗн? Урине вӗсем унӑнне ҫамрӑк качака тирӗнчен ӑсталанӑ хӗрлӗ сандали тӑхӑнтарнӑ, тӗттӗмрех вут тӗслӗ кӑтрисене типӗтнӗ те шултра хура ӗнчӗ ҫипсемпе ҫивӗтлесе янӑ, аллисене чӑнкӑртатса тӑракан сулӑсемпе хитрелетсе эрешленӗ. Хуллен-хуллен ывӑнни хӑйне систерме пуҫланӑ. Ачасем ӑна астуса пӑхасшӑн пулман, мӗншӗн тесен, кашни минутах питӗ хаклӑ чухне хӑйсем ҫакӑнта ларасси ҫинчен шухӑшласанах, вӗсене хӑрушшӑн туйӑнса кайнӑ: нимӗн пӗлмесӗр кирек те хӑш еннелле кайсан та, вӗсем ҫапах ӗнтӗ малалла кайнӑ. Тен, вӗсем тулалла, ҫӗр ҫинелле тухмалли ҫӗреллех кайнӑ пулӗ. Анчах ларни вара вӑл хӑйсем валли вилӗм кӗтсе ларнине, ӑна ҫывхартса килнине ҫеҫ пӗлтернӗ. — Ҫапла, ӑна эпӗ вӗлертӗм, — терӗ лӑпкӑн Гленарван. — Эткерне вӑл пурпӗрех илет, анчах пиччӗшӗ — Питер вӑл ҫитиччен вилсе каяссӑн туйӑнать. Уилкс куншӑн ытлашшиех кулянмасть те пулӗ, анчах, пиччӗшӗ вилес умӗн ӑна питӗ курасшӑнччӗ, мӑнтарӑн, юлашки виҫӗ эрнере ялан ун ҫинчен кӑна калаҫатчӗ. Вӗсем ачаранпа та пӗр-пӗрне курман-мӗн, Вильямне те, хӑлхасӑр-чӗлхесӗр шӑллӗне, пӗрре те курман иккен вӑл. Вильям вӑтӑр-вӑтӑр пилӗк ҫулсенче кӑна-ха. — Тарса пурӑнаҫҫӗ, пӗрмаях ҫӗр ҫинче унта-кунта куҫса ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене бегунсем тесе ят панӑ. Пӗрремӗш ӑшӑхлӑх вӑл — пире ырӑ тӑвас текен ҫын, шыв юххи — тепӗр ҫын, вӑл пире малтанхи ҫынран уйӑрса ярасшӑн. Лось реостатсем патне шуса ҫитрӗ те вӗсене пӑрчӗ, — ҫӑмарта чӗтренме, силленсе кӗмсӗртетме пуҫларӗ. Мӗн пурнӑҫӗ вӑл! Пурте ура ҫине тӑчӗҫ. Юлашки вагонра аманмасӑр юлнӑ пассажирсем инкеке лекнӗ ҫынсене ҫавӑнтах пулӑшу пама тӑрӑшрӗҫ. Ҫак шултра ӳтлӗ шӑмшаксем, эрехпе тата старикӗн сӑмахӗпе хавхаланнӑскерсем, хускалса кайса, какӑр тулли пӗр харӑссӑн массивлӑ сас кӑларнӑ, вӗсем кӑшкӑрнипе пӗтӗм тавралӑх кисренсе, чӗтренсе кайнӑн туйӑннӑ. Ун самӑр пичӗ, тӑнлав тӗлӗнче питӗ вӑйлӑ сарӑлнӑскер, ҫӳлте, ҫамки патӗнче, хӗсӗнсе шӗвӗрленет те аялта, кӗмӗлленнӗ ҫӑра сухала куҫса, катмак евӗр кӗтесленсе вӗҫленет, ҫапла майпа вара пысӑк та йывӑр ромб пулса тӑрать. — Списокне эпӗ Вланга патӑм. Вӑл малаллах чупса килме пуҫларӗ. Мана асӑрхасанах ҫак илемсӗр выльӑх тутисене чалӑштаркаласа тӳрех ман ҫине тӗлӗнсе пӑхма пуҫларӗ. Унтан вӑл ман паталла утса, те манпа интересленсе, те усал шухӑшпа, малти урисене ҫӗклерӗ, анчах вӑл мӗншӗн ҫапла тунине эпӗ каласа пама та пултараймастӑп. Эпӗ кортика туртса кӑлартӑм, унӑн тӑршшипе ҫак чӗрчун уринчен хытӑ ҫапрӑм. Кунта пурӑнакан ҫынсем хӑйсен чӗрчунне вӗлернине е амантнине пӗлсен, вӗсем мана ҫиленӗҫ тесе эпӗ ҫав чӗрчуна кортикӑн касакан енӗпе ҫапма шиклентӗм. Нумай вӑхӑт хушши ырӑланӑ вара кайран бандуристсем козаксен ӑнӑҫлӑ ӗҫнӗ. Карап сӑмсинче, битенгран тытса, Геркулеспа Актеон вахтӑра тӑраҫҫӗ. Эпӗ те тухса кайрӑм. Тӗрӗс, вӑл сана пулӑшрӗ паян. Ҫакнашкал пулнӑ паянхи процессин вӑрттӑн пӗлтерӗшӗ таса кӗллӗн пӗрремӗш пайӗнче. Анчах вӑл кирлӗ те пулман пулӗ. Сана мӗн кирлӗ тата? — ыйтрӗ Гейка, хайсене хирӗҫ сиксе тухнӑ Сима Симакова курсан. Хӑш чухне кунӗпе те унран «ҫапла» та «ҫук» тенинчен пуҫне урӑх пӗр сӑмах та илтейместӗнччӗ. Аманнӑ Кандов мӗнле майпа Бяла Черквана ҫитнӗ-ха. — Ҫук. Вӑл Мускаври паллӑ та пысӑк вӗреннӗ ӑслӑ хӗрарӑмӑн хӗрӗччӗ, пӗчӗкҫӗ те типшемччӗ, вӑрӑм сарӑ ҫӳҫӗн кӑтра пайӑркисем акӑлчан хӗрӗсенни евӗрлӗччӗ, айккинчен пӑхсан сӑн-пичӗ витер курӑнассӑн туйӑнатчӗ. Варя унӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хырӑмне хуть кӑшт та пулин курма пултарасси ҫинчен шутласан, Давыдов вӗриленсе ӳкрӗ, вӑл тельняшкин уҫӑлса кайнӑ аркисене тачӑрах пӗрлештерсе витрӗ. — Володя, — терӗм эпӗ ӑна ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, таса мар перчетке ҫине кӑтартса, — Володя, эсӗ ҫакӑн пирки шухӑшламан та вӗт! Ҫапла, ыратса кайрӗ. Сана ҫаплах тарӑхтарнӑшӑн халех хулана пыратӑп та санран каҫару йӑлӑнӑп тесеттӗм… — Кунтисем-и эсир? Эпир епле пурӑнни ҫинчен кам та пулин ыйтинччӗ! Ирпелен вӑл пижам тӑхӑнса ҫӳрет. Эсир пӑлтӑра тухӑр та ҫурӑксенчен пӑхса тӑрӑр… ӑнлантӑр-и? — Сывлӑх сунатпӑр, смир-о-о-о! — хыттӑн та арпашӑнчӑклӑн кӑшкӑрса ячӗҫ салтаксем плацӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен. — Бастионран. Юлашкинчен Георгипе Ольга тухрӗҫ. Анна Сергеевнӑпа калаҫнӑ чухне вӑл кирек мӗнле романтизма та халичченхинчен те ытларах курайми пулнине палӑртнӑ, анчах пӗччен юлсан, хӑй те романтик пулнине сиснӗ. Андрейӗн амӑшӗ макӑрса пӗтрӗ, ӳпкелешсе кӳршӗ хӗрарӑмсене ҫапла каласа пачӗ: «Намӑс! Анчах халӗ вӑл, шӑхличӗ ӑсти хохола итленӗ май, ӑшӗнче ӑна кӗвӗҫнипе пӗрлех, ҫакна ӑнланчӗ: таҫта ӑшра чӑн-чӑн музыка туйӑмӗсем вӑранаҫҫӗ, нимӗҫ хӗрӗн сӑнарӗ тӗтреленсех пырать. Эпир ӑна вӑрҫӑ ҫинчен тата хамӑр пӗрле тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласан, тепӗр чухне унӑн куҫӗсенче куҫҫуль йӑлтӑртатса илет, анчах вӑл ӑна ирӗккӗн юхма памасть, пӑрӑнать, чӗрине хурҫӑ пек хытарать те: «Мӗн пулни — пулнӑ та иртсе кайнӑ!» тесе хурать. Каялла ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр, сиккелесе тӗмсене хуҫса, курӑк ӑшне чӑмса, эпӗ халтан каятчен малтан малалла чупрӑм. — Апла пулсан, — тесе каларӗ Элен, — кунта капитанпа икӗ матрос ҫинчен каланӑ. Ходорова ытлашши чӑкраш пирки, цехрисем юратман. Обществӑри йӗркене упраса тӑракан ҫыннӑн показанине вӑл закон вырӑнне хурать, ҫын показанийӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхмасть вӑл ун ҫине, ҫыннинчен аякка пӑрӑнса каять, ун ҫинчен вӑл метафизикла шухӑшлать, уншӑн пулсан, вӑл ҫын мар, пӗр-пӗр номер кӑна, идеаллӑ полици категорийӗ ҫеҫ. Ир пуласпа Миките вӑраннӑ. Тата Львов патӗнче, пурпӗрех ҫапла ҫӳренӗ. Оля, эсӗ куҫна ан мӑчлаттар-ха, хӑрамалли нимӗн те ҫук. Итле-ха, Том! — тесе чӗнчӗ. Ах, турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм… — Смолин? — Акӑ мӗнле шухӑш килсе кӗчӗ ман пуҫа, командир. Фушер патӗнчи Жавенере платниксен пысӑк мастерской пур. Унӑн сӑмахӗсем мана лӑплантармарӗҫ, эпӗ ҫилленнине, ҫав тери кӳреннине те ҫемҫетме пултараймарӗҫ. Асли те ура ҫине тӑрать, Суламифе ыталамашкӑн хӑтланать. Эпӗ унӑн ашшӗне пӗр стакан пунш ӗҫсе пӑхма сӗнтӗм, Дуньӑна чей ӗҫме лартрӑм, вара эпӗр виҫсӗмӗр тахҫантанпа паллашнӑ ҫынсем пекех калаҫма тытӑнтӑмӑр. Анчах та ку совхозра, Володя каланӑ тӑрӑх, йӗпкӗн хура тилӗсем ӗрчетеҫҫӗ иккен. — Гаррис хыҫҫӑн? Ҫӗр каҫмалли вырӑна ҫитсе чарӑннӑ чухне вӗсем пурте ывӑннӑ. Пӗр пысӑк йывӑҫ айӗнче палатка туса лартрӗҫ. Вара часрах ҫикелерӗҫ те, йывӑр ҫул хыҫӗнчен ҫиессинчен ытла ҫывӑрас килнипе пурте выртса ҫывӑрчӗҫ. Ҫӗрле пит нумай пулсан. Пӗлетӗр-и, эпӗ тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрса выртаттӑм. Вӗсем килчӗҫ те мана вӑратрӗҫ. Ҫӑра ҫӗмӗрт йывӑҫҫи хӑйӗн тӗксӗм ҫулҫисемпе пӑшӑлтатать; ҫурт патӗнче юрӑ чарӑнчӗ, анчах пӗве ҫийӗн шӑпчӑк юрри илтӗнсех тӑрать-ха. Ҫутӑ хӑйӗн секундра 300 пин километр хӑвӑртлӑхӗпе Проксимӑран пирӗн пата ҫитиччен тӑватӑ ҫул ытла вӗҫет. Камерӑна Монтанелли тата ун хыҫӗнчен пыракан сержантпа виҫӗ часовой пырса кӗчӗҫ. Миҫе сехет-ши халӗ? — Санпа мӗнле вӑрттӑн калаҫу пултӑр-ха манӑн? — Мӗн каланине ту эсӗ, — ҫаплах шӑппӑн, анчах халӗ ӗнтӗ хушса каларӗ Бойко. Ыттисем тӗреклӗрех пулчӗҫ. Хӑй ӗҫлӗ пулнишӗн каҫару ыйтса, вӑл, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе, кулса илчӗ. Темӗн тумалла ӗнтӗ! Анчах ун йӗрӗсене тӗрӗслесе пӑхас шухӑш ман пуҫа лаша таканне пӑта кӗрсе ларнӑ пекех кӗрсе ларчӗ. Давыдов окружкомра ҫур сехет хушшинче калаҫса татӑлчӗ, урама савӑнӑҫлӑн, кӑмӑллӑн йӑл кулса тухрӗ: — Секретарь пӗтӗмпех хӑвӑрт та ӗҫлӗн татса пачӗ, окружкомра ҫапла тумалла та, сана, манӑн хурланчӑк, комсомол окружкомӗнчи хӗрсем пулӑшма пулчӗҫ, халӗ ял хуҫалӑх техникумне каяр, сана ҫӗнӗ ҫӗре пурӑнма вырнаҫтарам. — А Евангели? Иван Игнатьевич та, куҫҫульне кӑларса, Грушницкие ыталаса илчӗ, акӑ вӑл пӗр-пӗчченех мана хирӗҫ тӑрса юлчӗ. Нехлюдов князь мана хӑй епле калаҫнипе те, ҫи-пуҫӗпе те пӗрремӗш хут курсанах хытӑ тӗлӗнтерчӗ. Старик ответлесе пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе илчӗ те, куҫне хӗссе, харӑсах икӗ хут пӑшӑлтатрӗ: «Segredezza» — (Вӑрттӑнлӑх!) Эпӗ хӑвӑртрах юханшыв хӗрне васкарӑм. Эсӗ пӗлетӗн, калана вӗт-ха: «этеме турӑ майлӑ, турӑ евӗрлӗ тунӑ» тесе. — Эсӗ мӗн тӑватӑн? — тесе ыйтнӑ Ваҫили Андрейч. Халӗ ун куҫӗ сивӗ ҫулӑмпа ҫутӑлса илчӗ, вӑл пуҫне малалла пӗшкӗртрӗ те тата ҫирӗпреххӗн каларӗ: — Манӑн нимӗнле сиенлӗ япалашӑн та, ҫав япала мана хама сиен кӳмест пулин те, каҫармалла мар. Пирӗн пата Давыдов килет! — кӑшкӑрса ячӗ Ҫемен, картишне килсе кӗрекен Давыдова пуринчен малтан курнӑскер. Унта Пугачев вӗт!.. Анчах эсӗ, Сэм Мэнли, тата эсир мистер Пойндекстер, ҫакӑнта пулса иртекен тискерлӗхпе эсир килӗшме пултарас ҫук вӗт? Ман шутпа, ку вӗлерни ҫеҫ. Ҫыхӑ таврашсене татӑр… — тесе мӑкӑртатнӑ пек туйӑнатчӗ. Ку ӗнтӗ «Катька» тенине пӗлтерчӗ. — Лётчик ассӑн сывласа илчӗ. — Тепӗр тесен, тӗрӗссипе каласан, авиаци историйӗнче кун пек тӗслӗхсем пулнӑ. Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те Давыдов, юлашкинчен ҫапла татрӗ: вӑкӑрсемпе инкек пулнишӗн Яков Лукич айаплӑ мар, вӑкӑр витисене вӑл таса тытас тенипе тата кӑштах, тен, хӑй яланах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшнипе хӑйӑр саптарнӑ пуль, терӗ. Лашасем почта ҫурчӗ умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. — Ну-у-у?.. — темрен хӑраса ӳкнӗ пек тӑстарса каларӗ те мӑн ҫамкаллӑ хыткан Самохин, портфелӗнче тем шыраса, ним чӗнмесӗр хучӗсене чӑштӑртаттарма, ҫав тери хытӑ мӑшлатма пуҫларӗ… Артамонов ӑна юратман, ӗненмен, ҫавӑнпа та хулари врач — сахал калаҫакан нимӗҫ Крон патӗнче эмелленнӗ. Старик, чарӑнмасӑрах, хулпуҫҫине сиктерсе ҫурӑм ҫинчи шарманкине майларӗ те тарланӑ питне ҫаннипе шӑлса илчӗ. — Ну юрӗ, кайран эпир санпа ҫывӑхрах паллашӑпӑр, — терӗ Гаррис. Эсир хӑвӑр умӑрта курса тӑракан арестленӗ ҫын ҫав преступление тунӑ тесе айӑпланать. Эпир кивӗ ӗмӗр ҫыннисем, эпир принсипсӑрах (Павел Петрович ку сӑмаха ҫемҫен, французсем пек, каланӑ; Аркадий ӑна урӑхла: «прынцип» тесе, сӑмахӑн малтанхи слогӗ ҫине пусарах каланӑ), эсӗ каланӑ пек, ӗненнӗ тӑрӑх йышӑнакан принсипсӑр ҫӗр ҫинче утӑм пусма та, сывлама та ҫук тесе шутлатпӑр. Эпӗ аптӑраса тӑтӑм. — Пӗлетӗн-и, Олеся… ку вӑл пач кӗтмен ҫӗртен пулса кайрӗ… унтан тата эпӗ сана чӑрмав кӳресрен те хӑрарӑм. Ҫапла ӗнтӗ Кордильер тӑвӗсем ҫинчи вӗсем кӗҫӗр ҫӗр каҫмалли вырӑн Монблан сӑрчӗн тӑрринчен тӑхӑрҫӗр вунӑ метр ҫеҫ аяларах. Швейцаринчи гигант альпинистсене тарӑхтарнӑ пек, Кордильерсем те ҫул ҫӳрекен ҫынсемшӗн ҫав териех чӑрмав пулса тӑрсан, е тата Гленарван ушкӑнӗ ҫине вӑйлӑ тӑвӑл тени, е ахаль ҫеҫ урса кайнӑ ҫил ҫӗкленсе килсен те, ҫынсем ҫак сӑрт ҫине хӑпарайман пулӗччӗҫ. — Ӑҫта кайрӗ Дик? — ыйтрӗ Уэлдон миссис, ватӑ негр патнелле ҫывхарса. Халӗ те, разведчиксем анатарах ансан, вӗсем ҫине пӑр пек пуля тӑкӑнма пуҫларӗ, телее пула юрать пӗр пульли те вӗсене тивеймерӗ. Пӑшала авӑрланӑ чӳпӗксем вӗсен умнех ҫилпе вӗҫсе ӳкрӗҫ. Ан манӑр, вӑл унта пытанса пурӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл тусем хушшинчи кашни сукмака пӗлет. Пытанса ҫӳрет! Пӑртак ларам-ха, кунта килсе пӑхать пулӗ-ха… Унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем питӗ вӑрӑм, хура, сӑрласа хунӑ евӗр пулнӑ, вӑл куҫ харшисене антарсан, шуралнӑ пит ҫӑмартисем ҫине хура мӗлке ӳкнӗ. Джон Мангльс аллинчи шалча хуҫӑласса пӑхмасӑрах сулӑна тытса чарма тӑрӑшрӗ. Юнланнӑ аллисем ҫине пӑхмасӑрах ӑна Вильсон пулӑшма васкарӗ. — «Ну, кил-ха, хайхи тӑлӑпа хамӑр малтан килӗшсе хунӑ пек пайлар». Эпӗ ӑна хам Англирен юлашки хут тухса кайнинчен пуҫласа, вӑл ман ещӗке асӑрхиччен мӗн курса-чӑтса ирттернисене пурне те пӗр пытармасӑр тӳррипе каласа патӑм. Ҫур сехет ытларах та иртмен, вӑл пысӑк, ҫутӑ пӳлӗмре ларнӑ. Пуҫне чалӑштарнӑ та, сӗтел хушшинче апат ҫисе ларакан палламан ҫын ҫине куҫне илмесӗр ӑшшӑн пӑхнӑ. «Мӗншӗн эсӗ вӗсемшӗн лайӑх хӳтлӗх пулать тесе шутлатӑн?» терӗҫ козаксем, Попович мӗн те пулин калама хатӗрленнине сиссе. Тырӑ лайӑх пулсан, колхозниксем ӗҫ кунӗ пуҫне нумай илсен, вӗсене ҫак ырлӑхран совет влаҫне хирӗҫ ҫавӑрма пулать-и-ха? — Арман! — тесе ячӗ Роберт. Портфель йӑтнӑ патвар та кӗрнеклӗ ҫын, кӑмӑллӑн йӑл кулса, кӳпшеке пит ҫӑмартисене хӗрарӑмла путӑклантарса, аллипе кивӗ картус сӑмсине тӗксе илчӗ те:— Кил хуҫи эсир пулатӑр-и ҫак? — терӗ. Револьвер вӑрлани Павкӑна ҫав тери хӑрушӑ ӗҫ те хӑш чухне ӑнӑҫлӑ иртсе кайма пултарнине лайӑхах кӑтартса пачӗ. Анчах эпӗ хамӑн урӑх ҫӗре каймалли ҫинчен каласа парса, его высочествӑна хама каҫарма ыйтрӑм. Яп-яка утюгланӑ хура ҫӗлен пек офицерӗ сан умӑнтан тутисене чалӑштарса иртет, мӗншӗн тесен, куратӑн-и, эпӗ сухалсене хырман, хам тӑпра пекех хура, манран тар шӑрши перет, унӑн вара, ман ҫине пӑхсан, — ӑшчикки тавӑрӑнса тухать, имӗш. Тепле пӑрӑнса ӗлкӗртӗм — хам та пӗлместӗп. Акӑ эпир Гуд-Гора тӑвӗ ҫине те улӑхса ҫитрӗмӗр, чарӑнса тӑтӑмӑр та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: ун таврашӗнче шупка пӗлӗт ҫакӑнса тӑрать, вӑл сиввӗн сывлани часах тӑвӑл хускаласса систерет; анчах хӗвелтухӑҫ енче таврипех уяр та ылтӑн тӗслӗ, ҫавӑнпа эпир штабс-капитанпа иксӗмӗр тӑвӑл тухасси ҫинчен пачах манса кайрӑмӑр… Вӑл виҫӗ йӗкӗте лешсем пир-авӑр вӑрланӑшӑн суд тунӑ; вӑрӑсенчен вӑл хыттӑн, килхушшинче пурне те илтӗнмелле кӑшкӑрса ыйтнӑ: — Эсир камӑнне вӑрланине ӑнланатӑр-и? Вӑл хӑйӗн сӑмахне пурӑнӑҫланӑ та пулӗччӗ: ун илемӗ ҫине пӑхса тӑман пулӗччӗ, вӑрӑм та хулӑм ҫивӗтӗнчен ярса илсе мӗнпур козаксем хушшипе хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе кайӗччӗ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен пасар вырӑнӗ пырса кӗмелле мар крепость пулса тӑчӗ. Ну, кичем пулас пулсан, кайма пултаратӑр. Пӗр куна фабрика ҫӑтса ячӗ ӗнтӗ, машинӑсем ҫын ӳтӗнчен хӑйсене кирлӗ чухлӗ вӑй-хал ӗмсе илчӗҫ. Дивизирен мӗнле те пулин приказ килни-и, килмен-и — ун ҫинчен эпӗ нихҫан та ыйтса пӗлме тӑрӑшман, анчах атака пулассипе пулас маррине яланах пӗлеттӗм. Иван Кузмич хӑй арӑмӗ умӗнчех Пугачев чӗнӳне, ҫырӑва пӗли-пӗлми казак ҫырнӑскерне, вуласа пачӗ. Хӑйсем ҫакӑн пек лару-тӑрӑва лекнине ҫапла ӑнлантарса парсан, Бенедикт пичче шӑпланчӗ. Ӑна халь ҫеҫ таптаса якатнӑ. Негр ҫеҫ килсе ан чӑрмантартӑр. Хӑйсен сассипе ҫурӑлса каяс тенӗ пек, юриех ӳстерсе хыттӑн-хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ Ромашов таврашӗнчи ҫынсем. Вӑл ячӗ мана. Ҫав сӑмахсене тӗрӗс калама вӗренес тесе, эпӗ унӑн ҫемйинче пурӑнакансене вӗсем ҫинчен час-часах каласа пама ыйтрӑм. Вӑл ав, курӑсӑн, ирхине хулана килсе, унӑн ывӑлне вӗлерни ҫинчен каласа ҫӳренӗ, ҫынсемпе пӗрле виллине шырама кайнӑ, кайран хӑй йӗп пек ҫухалнӑ. — Ах, вӑт мӗнле, сэр, — апла эсир манӑн нервӑсем хускалнӑ, тетӗр? Пырасса та ку экзамен шӑпах пӗр сехет ҫурӑ пычӗ: Санин хӑйне хаяр та витӗр куракан судья умӗнче ансӑр тенкел ҫинче ларакан айӑплӑ ҫын пек туйрӗ. Виҫӗ рабочи кулянса пуҫӗсене усрӗҫ. — Мӗн турӗ-ха вӑл сана, ман автан? Ҫула май Нагульнов патне кӗчӗ. Ҫакӑ йӑлтах чӗрене капланса килнӗ тарӑн туйӑмпа пӗр пулса янӑрать, чунра вӑл ҫутҫанталӑкӑн вӑрттӑн калаҫӑвӗпе пӗрле ҫуралать, унӑн чӑн-чӑн ятне тупса калама та ҫав тери хӗн… — Фома Игнатьич! — илтнӗ Фома Ефимӑн ӳпкевлӗ сассине. Ҫапах та вӑл вырӑн ҫинчен тӑрӗ, тейӗпӗр-ха, анчах мӗнле пытӑр вӑл ҫав вырӑна, хӑйӗн витӗр курайми тӑшманӗ пуррине пӗле-тӑркача? Сансӑр пӗтӗм взвод, тен, пӗтӗм рота та, кӑлӑхах пӗтет», — тет. Эпӗ, ӑна хӗрхенсе, халлапа урӑх енне пӑрса яма васкарӑм: — Эпӗ акӑ мӗн илтсеччӗ, — тесе, темле ӑнсӑртран сӑмах хускатрӑм, — сирӗн крепость ҫине башкирсем тапӑнма шутлаҫҫӗ тесе калаҫмаҫҫӗ-и ҫак? — терӗм. Вӑл, чӑнах ӗнтӗ, сирӗн дивизирен марччӗ, анчах сӑмах-юмах ун ҫинчен пӗтӗм Сталинграчӗпех сарӑлчӗ… Ромашов ун ҫине савӑнса хӗпӗртенӗ куҫсемпе пӑхнӑ та: — Ҫапла, ҫапла… куна ӑнлантарса пама май ҫук… — тет хупӑ, телейлӗ, шӑп сасӑпа ҫав сӑмахсенех. Ахаль чухне койотсем ҫынна тапӑнмаҫҫӗ; анчах ҫын вӑйсӑррине, вӑл хӑйне хӑй хӳтӗлеме пултарайманнине сиссенех, вӗсем чӑрсӑрланса каяҫҫӗ. Иксӗмӗр икӗ тӗрлӗ ҫын эпир, анчах кунсеренех хупа пӗрле юнашар ларса, торпеда атакипе вӗҫнӗ чухнехи хӑрушӑ ӗҫе пӗрле туса пыракан ҫынна юратмасӑр чӑтма пултараймастӑн. — Ил-ха тата эсӗ пӗр-пӗр кулак йыт аҫине: мӗншӗн-ха вал ҫӗтӗк-ҫатӑк тумпа ҫӳрекен чухӑнсене ҫеҫ тапӑнать? Каҫхине, вӑхӑт тупсан, эпӗ ун ҫинчен иконӑсем ҫыракан мастерскойӗнчи аслӑ мастера, йӑваш та ӑшӑ кӑмӑллӑ Иван Ларионовича пит хӗрӳленсех каласа кӑтартрӑм. Александров полковник сӗтел хушшинче ларать. Сӗтелӗ ҫинче сивӗнсе кайнӑ чейник, кунтах кӑлпасси татӑкӗсем, чӑкӑт тата булкӑсем выртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн пысӑк аллипе Ҫӑрттан мучин ырхан ҫурӑмне янрамаллах лӑпкаса илчӗ те: «Вӑт ку тӗрӗс сӑмах, факт! Тырӑ пирки кам калаҫтӑр вара? Эпӗ сана акӑ мӗн калам: пирӗн, ҫумкурӑклӑ хире сухаланӑ пек, пӗтӗм пурнӑҫа сухаласа тӑкмалла — пӗр хӗрхенмесӗр! Ман шутпа, пӗр-пӗр ют ҫын ку… Манӑн ҫӑкӑр та, флягӑра эрех те пур. — Ҫук, тӗрӗсне калать, — терӗ Кораблев. — Ҫапла, сэр. «Пилигрим» пӗр парӑссӑрах пычӗ пулин те, ҫил карап кӑшкарне, мачтӑсене, ҫыхмалли хатӗрсене лӑскарӗ, ҫакӑ та карапа пысӑк хӑвӑртлӑхпа ыткӑнтарчӗ. Эккей, мӗнле эс… Юлашкинчен Лежёнь помещик хӑйӗнчен мӗн ыйтса пӗлесшӗннине ӑнланнӑ та, пуҫне суллама тытӑннӑ. Уолтерс мистерӑн сӑнӗ-пичӗ питӗ тарӑннӑн шухӑшлакан ҫыннӑннии пекех курӑнать, чунӗ унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. — Ну? Пӗр мел кӑна: халех Оренбурга каяс та Белогорск крепӑҫне хӑвӑртрах хӑтарма васкатас, е май килнӗ таран ку ӗҫе тума пулӑшас. Хамӑн тӑшмана тӳсме ҫук вӗчӗрхенсе кӗтетӗп. — Ҫапах та ку документ лайӑхран та лайӑх кӑтартса парать, — тет Гленарван. Вӑл кулса ячӗ. Ҫав сӑмахсене каласан Кольхаун хӑй ниҫта кайма аптӑраса тӑнӑ пекле, лашине йӗвенӗнчен тытнӑ. Мӗн шутласа кӑларнӑ-ха шуйттанӑн послушникӗсем? Арто хӑйӗн пайӗпе айккине пӑрӑнса, хырӑмӗ ҫине тӑсӑлса выртса, малти урисене иккӗшне те ҫӑкӑр ҫине хурса ҫирӗ. «Джемма!» вӗлтлетсе илчӗ ун пуҫӗнче… анчах ку хӗрарӑм… унӑн амӑшӗ — Леноре фрау пулнӑ. Вӑл пысӑк инкек пулса иртни ҫинчен пӗлтерме ҫеҫ ӗлкӗрнӗ: анчах ӗҫ мӗнле пулнӑ, юлнӑ запорожецсем козаксен йӑлипе ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ҫаплипех тыткӑна парӑннӑ-и тата ҫарӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене ҫӗр айне чавса хунӑ вырӑна тутарсем мӗнле пӗлнӗ — кӑна нимӗн те калайман. Мӗн кирлӗ-ха вӑрҫӑшӑн пуринчен маларах? Унтан икӗ кунтан пӗрле пулӑ тытма кайма сӑмах партарчӗ. Гвоздевӑн вӑрҫӑри приключенийӗсем ҫинчен каласа панӑ чух, унӑн симӗсрех тӗслӗ куҫӗсем ҫутӑлса пычӗҫ. Давыдов лаша ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Ҫав хушӑрах утӑ сарайӗн алӑкӗ вӑрӑммӑн чӗриклетсе илчӗ те алӑкран Щукарь мучин пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Гинка ӑна хулӗнчен тытса ҫавӑтрӗ. Ыттисем вӗсем хыҫҫӑн утрӗҫ. Ҫак витӗмлӗ шухӑш приказчике уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ, вӑл вара, купцана ырласа, кӑкӑрӗнчен темле сасӑ кӑларса ячӗ. Тупӑкӗ сарӑлать, кайӑк чӗрнисем ӳсеҫҫӗ, ҫӳлелле тӑсӑлаҫҫӗ, чӗрӗлсе чӗтреҫҫӗ. Ку, ман шухӑшпа, пит пысӑк инкекех мар-ха, пурӑна киле хӑйех лӑпланӗ. «Мӗнешкел ырӑ вӑл, мӗнле юратать вӑл пире, ҫапах эпӗ ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшлама хӑйрӑм!» Тата астӑвӑр, Дмитрий Павлович, эсир урӑххине юратса пӑрахнине, эсир ӑна качча илме хатӗрленнине пӗлетӗп эпӗ… — Апла-тӑк, ун патнех кайтӑр вӑл. Михала,Китеж айӗнчи ҫӗре кисрентер,Китеже кӳлӗ айне путар;Унта ҫынсем ӗмӗр-ӗмӗрехЫрма та канма пӗлмесӗрехИрхи кӗлерен каҫхи кӗлӗчченЧиркӳри пур кӗлӗсене теКӗл туса пурӑнччӑр! Мӗнле кичем ҫурт! Судье аптараса чарӑнса тӑнӑ. Хуларисен нимӗнре те тӗрӗс виҫе ҫук, анчах мужик тӗрӗслӗхе юратать, вӑл унталла та кунталла ыткӑнмасть. Тепӗр ҫекундран маркиз тӗтӗм ӑшне пулчӗ, унта урӑх нимӗн те курӑнмарӗ. — Ҫав документсенченех. Эсир апла Орлеана каятӑр? — Итле-ха, Олеся, — пуҫларӑм эпӗ, — манӑн санран хӑшпӗр япала пирки питӗ ыйтса пӗлес килет те, анчах эпӗ эс ҫилленесрен хӑратӑп… Ҫапла вӗсен ҫулӗ уҫах пулчӗ. Ҫиллине кӑштах пусарнӑ Тимофей Андрей ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те кантӑк еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Зеб халӗ вӑрман тӑрӑх кайӑк хыҫҫӑн ҫӳремен — вӑл пуҫсӑр юланута тытма тухса кайнӑ. Исленсе кайсах чуптӑва-чуптӑва илнӗ патша хай савнийӗн тутине. Ку чӑнах та Симурден пулнӑ иккен. Вӑрҫӑччен кунта час-часах ватӑрах колхозниксем пухӑнса ларатчӗҫ. — Чӑннипех-и? Атте хӑй шухӑшне улӑштарма юратмастчӗ, тӑвас тенине вӑраха ямасӑрах тӑватчӗ. Сухарько, Павка ӑна халех ҫапма хатӗррине сиссе, малалла ӳпӗнчӗ те шыв хӗрринче тӑракан Павкӑна икӗ аллипех кӑкӑрӗнчен чышрӗ. Юханшыв хӗрринче Дик бегемотсене вырӑнтан хускатрӗ! Эпир Аламо хӗрринчен тавӑрӑнсан, индеецсем хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ яшӑсем те часах килсе ҫитрӗҫ. Гусев ӑна хӑлхи хыҫӗнчен хыҫкалать, ҫакӑ Ихошкӑшӗн кӑмӑллӑ тесе шухӑшлать. Капла ӗҫлеме ансатрах пире: килрен киле ҫӳретпӗр, халӑхпа калаҫатпӑр, халех е каярах ҫав контрикӑн йӗрӗ ҫине ӳкессе шанатпӑр. Тӗрлӗрен квас — кӗтмелтен, уртӑш ҫырлинчен е салатран йӳҫӗтни ӗҫнӗ. Антонина Ивановна ку тӗлӗшпе нихҫан та татӑк тӑман, квас тесен — унӑн темиҫе тӗсли те пулнӑ. «Джек Лондон калавӗнчи пекех!» шутларӗ те Алексей, ҫав самантрах ӑна хӑйӗн ачалӑхӗ аса килчӗ, унпа пӗрлех Джек Лондон калавӗнчи: «…аманнӑ ураллӑ этем пушӑ хир урлӑ шӑвать, ӑна чирлӗ те выҫӑ тискер кайӑк хӑвалать», тени асне килсе тухрӗ. Чӗрӗлсе тӑнӑ этем — вӑл ырӑ мар мӗлке. Чаваласа, суранлатса пӗтернӗ ҫӗр ҫӳлелле ҫӗклене-ҫӗклене кайнӑ, хура тусан хӗвеле хупланӑ. Чипер юл, хаклӑ тусӑм. Унччен малтан эпир черетленсе, кашӑк хыҫҫӑн кашӑкӑн ҫиеттӗмӗр. Самохин юлташ Гремячий хуторне хӑй кайса килчӗ, ҫак ӗҫе тӗпчесе йӗрлерӗ, унта вӑл Нагульнов революциллӗ саккунлӑха ҫав тери иртӗнсе пӑснисене, парти линине сӑтӑрла туса пынине палӑртнӑ. Сӗтел ҫине малтан — хура сухари тураса янӑ ҫуллӑ купӑста яшки чашӑкпа пырса лартнӑ, ку яшка ашсӑр пулнӑ, унтан, ҫав яшканах вӗттӗн туранӑ аш ярса илсе пынӑ, кун хыҫҫӑн ӑшаланӑ ҫимӗҫ — сысна ҫури, хур, пӑру какайӗ е кӗрпе тултармӑшӗ лартнӑ, унтан татах выльӑх ӑшчиккипе пӗҫернӗ шӳрпе е лапша панӑ, юлашкинчен апата тутлӑ ҫимӗҫпе вӗҫленӗ. — Калӑр-ха пире, Ромашов подпоручик, — пуҫларӗ Осадчий витӗмлӗн те тӑстарса, — пухӑва ҫав териех ниҫта шӑнӑҫми сӑн-питпе пырса кӗриччен ӑҫта пулма пултарнӑ иккен эсир? Вӑл йӑпӑр-япӑрах иккӗмӗш протеза тӑхӑнтарчӗ те, чӗнӗсене ҫыхса лартма ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрменех Мересьев сасартӑк пӗтӗм кӗлеткине хытарса, хӑвӑрттӑн, кровать ҫинчен урайне сиксе анчӗ. Вӑл кулса ячӗ те калать: «Эп вӗт, амӑшӗ, пурнӑҫра нихҫан та ҫуран ҫӳремен. — Эпӗ ерҫрӗм! — тесе пӗлтерчӗ Егор, алӑка уҫса. Мӗншӗн вӑл маншӑн ытла хаклӑ-ши? Акӑ мӗнле май ҫавӑрӑнса кайрӗ ӗнтӗ унӑн пурӑнӑҫӗ. Чӑнах? Ҫак кӗрнеклӗ те ҫирӗп ҫынна суран пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна киле-киле ҫапнине пӑхса тӑма ҫав тери йывӑр! Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ ыратать, ҫавӑнпа та вӑл турткаланса енчен енне ҫаврӑнкаласа выртрӗ. — Эсӗ ун пӳлӗмӗнче пултӑн-и вара? Кантрана ярӑр, эсрелӗсем. Вӑл Инсаров патне ҫывхарчӗ. Кушак аҫи ҫу ҫине пӑхнӑ пек пӑхать ман ҫине! — ҫиленсе каларӗ Марийка. Вӑрҫӑра ҫӗршер ҫурта турпас туса аркатма, вуншар кӗпере салатма хӑнӑхнӑ Городцов «кӑкласа тӑк», «ҫӗнӗрен сухаласа тух», «улӑштар, ҫӗнӗ план ту» текен сӑмахсем ҫине ҫӑмӑллӑн пӑхать. Калаҫӑвӗнче те вӑл аркатма, сирпӗтме юратни сисӗнет. Вӑл, чӳрече патне пырса, пӳрт умӗнчех тӑракан урамри хунар ҫутинче ҫак йӗркесене вуласа тухрӗ:«Эпӗ ыйтатӑп сиртен, тилмӗретӗп сире — ыран кунӗпе те пирӗн пата килмелле мар, куҫа курӑнмалла мар сирӗн. — Килӗшетӗп. Вӑл лӑпах маншӑн та килӗшӳллӗ хӗҫпӑшал пулать, — терӗ ӑна хирӗҫ тӑраканӗ. Ҫапла ҫав. Пур ҫӗрте те ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе халӑх курӑнать. Сӑмах секрета каймалли черет ҫинчен хускалнӑ чух казаксем кордонӑн тӑмпа шӑлнӑ пӑлтӑрӗнчи тутарла лутра сӗтел тавра ҫӗр урайне ларса тухнӑ та каҫхи апат ҫиеҫҫӗ. Вӑл пушӑ сӑра кӗленчине сывлӑшра темиҫе хутчен ҫаврӑнмалла ывӑтрӗ те, сасартӑк, турилкке хӗрри ҫине пуҫхӗрлӗ лартса, ӑна темиҫе секунд хушши ӳкермесӗр тӑратрӗ; тӑватӑ шӑмӑ шарпа, ҫавӑн пекех тата икӗ ҫуртапа ывӑтса выляса кӑтартрӗ, ҫуртисене иккӗшне те пӗр вӑхӑтрах ҫурта лартмалли ҫӗре тирӗнтерчӗ; ун хыҫҫӑн пӗр вӑхӑтрах виҫӗ япалапа: веерпа, йывӑҫ сигарӑпа тата зонтпа вылярӗ. Хӑйсен иртенчӗкӗпе мухтанса юриех аскӑнакан хӗрарӑмсене курсан, Фома вӑтаннӑ, именнӗ, кӑнттамланса кайнӑ. — Катя мана пӗр сӑмах каламасӑр тухса кайрӗ, эппин вӑл мӗн тӑвас тенӗ, хӑй тутӑр, хӑйӗн ӗҫӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, анчах сасси унӑн ҫиллес илтӗнчӗ. — Хам пурнӑҫра ялан пӳлсе пынӑ чарусӑр элеке шанчӗ вӑл. Ухмахсем! Вӑйсӑр аллипе вӑл гимнастёрка кӗсйинчен ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ҫырусем туртса кӑларчӗ, анчах вӗсене вуламалӑх та вӑй ҫук. Анчах вӑл ҫутҫанталӑк ӗҫӗ-и, ҫук-и, — вӑл мана питех те сахал интереслентерет. — Сиввине вӗт! — хӗпӗртесе пӗлтернӗ амӑшӗ. Вара, Нестеренко кӑмӑлӗ уҫӑлнӑ пек пулнине, вӑл ӑна тимлӗрех, килӗшерех итлеме пуҫланине курсан, паҫӑрхинчен уҫӑмлӑрах та вӑтанмасӑр калаҫма пуҫларӗ: — Халиччен Ленинградра та, ниҫта та авланман, ҫакнашкал теветкеллӗх ман Варюха па пуҫласа пулать. Юлашкинчен вӗсене ӳсӗрӗлни (мухмӑр) пусма пуҫларӗ. Пӑхатӑп та — ҫыруне вӑл манса хӑварнӑ иккен. Турӑҫӑм! Вара мӑйӑхран ҫӗлесе тунӑ пӗчӗк хӑмӑта мӑйран ҫакрӗ те ачасене вӗрен вӗҫӗсене тыттарчӗ. Тата тем те пӗр каласа пӗтерчӗ, турӑ каҫартӑрах! Ку чӑнах та шуйттан йӑхӗнчен тухнӑ темле чун пулчӗ. Анчах парӑс тума ҫамрӑк чӗрчунсен тирӗсене суйласа илтӗм, мӗншӗн тесен ватӑ чӗрчун тирӗсем хулӑн та хытӑ пулчӗҫ. Судья хӑйӗн панамине хывать те сӳннӗ сигарне тивертсе ярать. — Ан сӳнтер, — терӗ вӑл хуллен, — тӑхта… — Ӑнланмастӑп эп сана… Эпир чӳречесене уҫса ятӑмӑр, анчах тулта пӳртринчен те пӑчӑччӗ, вара кравачӗ патне пӑр лартрӑмӑр, — пур пӗрех усси пулмарӗ. Бек-Агамаловӑн ӗҫ ӑнсах пымарӗ, ҫавӑнпа ҫиллес. — Вӑл ҫыртать-и? — ыйтрӗ Гро-Ален унран. — Акӑ мӗн пӗтернӗ ӑна! — тесе мӗкӗретчӗ вӑл, унтан кӗленчине ҫӗр ҫумнелле пӗтӗм ҫиллипе лач! тутарса, ӑна тӗпретсе салатса ячӗ. — Ку Егор пулмалла… Ҫав самантрах тепӗр эрешмен ҫурт хыҫӗнчен тухса йывӑҫсем патнелле вирхӗнчӗ, хура-хӗрлӗ тусана ҫӗклентерсе йӗплӗ тетелран пырса тӑрӑнчӗ, урисене тӑса-тӑса унта ҫапкаланать. Эпӗ чӗнмерӗм. Ҫапла вӑл! Турӑ пире юратмасть, шуйттан — астарать! Хӗвел ҫӳле ҫӗкленнӗ, унӑн ҫути йӗсӗм ҫырли курланки витӗр мӑнастир картишне ӳкет. Хам куҫсене хам ӗненместӗп… Тата: «Батальон командирӗ, экспедици отрячӗн начальникӗ Говэн», тесе алӑ пуснӑ. — Говэн! — мӑкӑртатрӗ маркиз. Ытла та пысӑк япала-ҫке-ха ку, факт! Ачасем пирки те ҫав тери ултавлӑ шухӑшлаҫҫӗ вӗт. Вӑтӑр ҫулта ӗнтӗ эп… хӗрарӑмшӑн — юлашки кунсем! Сен-Жером, Мимипе тем ҫинчен калаҫсан, пӳлӗмрен тухса кайрӗ; унӑн ури сассисем малтан пусма ҫинче, унтан пуҫ тӗлӗнче, класс пӳлӗмӗ енче илтӗнчӗҫ. Алексей ним шухӑшламасӑрах каялла пӑхса илчӗ. Кунашкал тата темиҫе хут та пулкаларӗ, анчах ача кашнинчех хурлӑхлӑрах та иккӗленчӗклӗрех пулса кайрӗ. Вӑл хӑй таврари тӗттӗм ӳсентӑрансене пӑхса ҫаврӑнчӗ, тарпа нӳрленнӗ вырӑна, ӗнерхи тислӗке, пӑлан чӗркуҫҫисен йӗрӗсене, пӑлан хӑйпӑтса кӑларнӑ хура тӑпра муклашкине тата хӑйӗн ӗнерхи йӗрӗсене пӑхса тухрӗ. — Ман патӑма кайӑпӑр. — Анчах… мӗншӗн? — ыйтрӗ Том. — Половцев тарӑннӑн сывласа илчӗ, толстовка пиҫиххийӗ хушшинчен сулахай аллин пӳрнисене туртса кӑларчӗ, аллаппи тӳрчӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ, унтан хытӑрах сасӑпа малалла каларӗ: — Манпа пӗрле Гремячий Лог хуторӗнчи эсир пурте пӗлсе тӑракан казак Яков Лукич Островнов, манпа пӗр полкра пулнӑскер, килчӗ. Тепӗр кунне атте ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те Тэчер судья патне кайнӑ, ӑна вӑрҫнӑ, манӑн укҫана пама ыйтнӑ, анчах ку тӗлӗшпе унӑн ӗҫ тухман; вара вӑл укҫана суд урлӑ илетӗп тесе хӑратнӑ. Пӗрисем ҫывӑраҫҫӗ, теприсем, темӗнле ешчӗкпе тупӑ станокӗ ҫине хӑпарса ларнӑ та, калаҫса лараҫҫӗ; виҫҫӗмӗшӗсем, кусен ушкӑнӗ ӗнтӗ чи пысӑкки, чи шавлӑраххи, свод хыҫне пухӑнса ларнӑ, урайне икӗ бурка сарса хунӑ та вӗсем ун ҫинче сӑра ӗҫсе картла выляса лараҫҫӗ. Хӑрах алли пачах ҫук ун: хул тӗпӗнченех тӑпӑлса тухнӑ вӑл. Марконе Пӑвана лаша чӗлпӗрӗ пачӗ. Унтан, пӑрахӑҫланӑ тырӑ миххисенчен пӗрне Ҫемен хулпуҫҫийӗ ҫине ҫӗклесе хумашкӑн пулӑшма ыйтсан, Демка, илтмӗш пулса тараса еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. — Венӑра, хаклӑ ҫыннӑм, суя Рим папине те тума пулать. Эпӗ унпа пӗрлех тухрӑм. Эпир ҫул ҫинче Лондонпа Сент-Ольбанс хушши чухлӗ кайрӑмӑр. — Епле хӑш? Марыся вилнӗ ашшӗ умне чӗркуҫленсе ларнӑ та ҫуклӑ-пурлӑ сассипе кӗлӗсем вулать, таврара вара, тавракурӑм хӗррине ҫитиех, шыв кӑна, шыв анчах сарӑлса выртать. Пӗррехинче, чылай кая юлса килнӗ кӗркуннехи ҫепӗҫ те уяр кун, хуҫисемпе хӑнисем ҫав мӑнастире ҫул тытрӗҫ. — Пӗтӗмпех. — Пулнӑ. «Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов. — Вӑл чӗррӗн хӑтӑлса юлнӑ та ту ҫинелле тарнӑ, — ӑнлантарса пачӗ Стефчов, — анчах халиччен сывах-ши вӑл, татсах калаймастӑп. Эпӗ хамран хам ҫапла ыйтрӑм: мӗнле ту-ши ку, ҫӗр ҫине хӑш тӗлерех ыткӑнса тухӑпӑр-ши? Анчах мӗншӗн аякра тӑратӑн эсӗ манран? — Ыратсах кайрӗ? — тепӗр хут ыйтрӗ Аким, ҫӗнӗрен кулӑшла халап каласа парасса кӗтсе. Алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса, Бойко-Глухов Нагульнов ҫине пӑхса илчӗ: — Хӑв арӑмун кун-ҫулӗпе интересленместӗн-и? — Вӗсем ҫырма леш енче ӗнтӗ. Вӑл ҫавӑнтах Санин патне чупса пычӗ. Анчах вӑл ыйтусене сире следстви тӑвакан чиновниксем панӑ. Вӗсем сирӗн ответӑрсемпе сире айӑплас ӗҫре усӑ курма тивӗҫ… Аялта, тӳпемре, урӑх ҫуртсем те курӑннӑ, анчах креолкӑн куҫӗсем пӗрин ҫинелле ҫеҫ тата ун патнелле пымалли ҫул ҫине ҫеҫ тем ыйтнӑ пек пӑхса тӑнӑ. Сӑмсине те вӑл васкамасӑр шӑнкартнӑ, нӳххи тапака та, ӗҫ тунӑ пекех, васкамасӑр шӑршланӑ. Рабочисем ҫинчен Яков Артамоновӑн ытти пур япаласем ҫинчен шухӑшланинчен ытларах шухӑшлама тивнӗ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсемпе кулленех тӗл пулнӑ, тата вӗсем ӑна нумайранпах, ҫамрӑкранпах, хӑйсем ҫине ҫиллентернӗ. — Елена Николаевна, — терӗ ӑна Берсенев: — вӑл, тӑна кӗрсе, сире палласа илме пултарать; ку аванах пулмасть. Иккӗмӗш: нумай пулмасть Елена эпӗ Зоя аллине чуптуса тӑнине курчӗ. Унӑн кинӗшӗн урӑх сӑмахсем пулман пулмалла, ҫавӑн пирки ҫавнашкал ачашласа лӑпкани Натальйӑна кӑштах кӳрентерчӗ: ун пек ӑна лашасене ачашласа. Иртенпе темиҫе сехет мар, ҫӗр ҫул иртнӗн туйӑнчӗ. Пальтоне йӳле ярсан, унӑн пусмаран ҫӗленӗ пӗрмеллӗ сӑхманӗпе вырӑсла тӗрленӗ кӗпи курӑнать. — Кӑмӑлу пулсан, мана пар эсӗ ӑна. Чӑнах та, хӗр питӗ чиперччӗ: ҫуллӗ кӑна, хӳхӗмскер, хир качаканни пек хура куҫӗ чӗрене кӗрсе ӑшӑтатчӗ. Атте ӑна, шел пулсан та, ҫын питӗ сахалли ҫинчен пӗлтерчӗ. Шывӗ ҫав тери сивӗ, пӑр пек, ҫавӑн пирки вӗсен ура пакӑлчакӗсем ыратма пуҫларӗҫ, урисем пӗр самантрах шӑнса кӳтсе кайрӗҫ. Вӑл дачӑ йӗри-тавра ҫаврӑнчӗ. Вӑл Базарова каласа пӗтеричченех итлерӗ те: «хӑвӑр енчен эсир тӗрӗс, — тен, вӑл тӗлӗшпе эпӗ улпут арӑмӗ пек пулӗ, анчах ялта йӗркесӗр пурӑнма ҫук, кичемлӗх ярса илет», — терӗ те малалла та хӑй пекех туса пычӗ, Базаров мӑкӑртатрӗ, анчах ӑна хӑйне те, Аркадие те Одинцова патӗнче йӑлтах «рельсӑсем тӑрӑх ярӑннӑ пек пынӑран» ҫеҫ пурӑнма ҫав тери ҫӑмӑл пулчӗ те. Анчах эпӗ йӗкӗт чухне ун пеккисене вунӑ пин хушшинче те пӗрне шыраса тупма ҫукчӗ). Иккӗшӗ тӗл пулсан, вӗсем пӗр фляга трофейлӑ япӑх эрех ӗҫнӗ, ку эрехӗ ӗнтӗ, паллах, ялан запаспа пурӑнакан Степан Ивановичӑн тупӑннӑ, ӗҫнӗ чух пур туссене те аса илнӗ. Ҫывӑрман чухне вара вӑл яланах пӗр пек лӑпкӑ пулнӑ, хӑйне ҫав тери хӑрушла чир пачах та асаплантарман пекех тыткаланӑ, врачсем унӑн ыратакан вырӑнӗсене тыткаласа тӗрӗслесе пӑхнӑ чух, вӗсемпе вӑл вӑраххӑн калаҫнӑ, шӳт тукаланӑ. — Андрюша! — терӗ вӑл хуллентерех, темрен хӑранӑ пек. Колхозшӑн епле тӑрӑшрӑм-ха эпӗ? Ҫакна илтсенех, Корчагин исполком вити патне ыткӑнчӗ, вӑл унта, урисем ыратнине манса кайсах, темиҫе минутра чупса ҫитрӗ. Васкаса лашине йӗнерлесе утланчӗ те, ӑна икӗ аяккинчен те чӗн пушӑпа тиверткелесе, чикӗ енне ыткӑнтарчӗ. — Анчах ӑна эсир те ӗненместӗр пулӗ-ха? Демократизм енчен пӑхсан буржуаллӑ конституцисене икӗ ушкӑна уйӑрма пулать; конституцисен пӗр ушкӑнӗ граждансен права пӗртанлӑхне тата демократиллӗ ирӗксене тӳрех йышӑнмасть е пурнӑҫа кӗртменнипе пӗтерсе хурать. Африкӑна шалалла экспедицие кайнӑ чухне Ливингстон, Камерон, Стэнли яланах ҫак… «укҫа» кирлӗ чухлӗ пултӑр тесе тӑрӑшнӑ. — Арне Сакнуссемӑн-и? — терӗ хирӗҫ Рейкиявикри профессор. Ман ещӗкӗн чӳречесӗр енне икӗ тӗреклӗ ӳчкӗл (хӑлӑп) ҫапса лартни ҫинчен эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, мана лаша ҫинче турттарса ҫӳренӗ чух тарҫӑ ҫавсене чӗн пиҫиххи тирсе хӑй пиҫиххинчен ҫыхса яратчӗ. Час-часах шӑп ирчченех тунсӑхпа аллисене хуҫкаласа пӳлӗмре утса ҫӳренӗ, е, пӗтӗмпех кӑвакарса, сивӗнсе кайса, псалтырь вуласа ларнӑ. Сывлӑшра нимӗнле хускану та ҫук. Ку ӗҫре хама епле тытни ҫинчен шухӑшланӑ чух ман пуҫа сасартӑк: эпӗ хӑравҫӑлла хӑтлантӑм, текен хӑрушӑ шухӑш пырса кӗчӗ. Мур пуҫӗ, — усал чире ҫил вӗҫтерсе килесрен хӑратӑп! Пар кунта! — «Упӑшка хыҫӗнче — чул хӳме хыҫӗнчи пекех», тенӗ, эсир те ан манӑр: хӳми ҫирӗп — шӑтараймӑн, ҫӳллӗскер — сиксе каҫаймӑн. — Ӑна эп пӗлес ҫук ӗнтӗ… — шӑл йӗрсе илнӗ старик. — Ҫын сире: «Эпӗ авланма шутларӑм» тесе лӑпкӑ сасӑпа пӗлтерет; анчах никам та сире: «Эпӗ шыва сикме шутларӑм», тесе лӑпкӑн пӗлтерес ҫук. Манахӑн куҫхаршийӗсем те сасартӑках ҫӗкленчӗҫ; суккӑрсен сӑнӗ вӗсем асапланнӑ чухне ҫапла пулнине Эвелина лайӑх пӗлет. Ку мганнга пӗччен килнӗ. Эпӗ ӑна йӗннинчен кӑлартӑм. — Савнӑ аппа, эпӗ моряк пуласшӑн. Мӗнле унӑн сывлӑхӗ? Павлуш пӗр паранкине кӑларса тытса пӑхрӗ: — Ҫук, чӗрӗрех-ха, — терӗ вӑл. Ҫавнашкал самантсенче унӑн шуранка пичӗ кӑвак тӳпе ҫийӗн шӑвакан кӑварлӑ ҫаврашка еннелле ҫаврӑнатчӗ, унӑн куҫӗсенче сивӗ уйӑх ҫутин хӗлхемӗсем вылянине курма пулатчӗ. — Тӑр! Анчах ӑна киле мӗнле хуса ярас-ха!» — тенӗ те вӑл, йытта сӑнаса пӑхса илнӗ. Эх, ачамҫӑм, тутлӑскерӗм! ытах та кӑмӑлна кайрӑм пулсан, ҫӳрем эппин санпала, мӗнпур вӑйӑм ҫитнӗ таран ҫӳрем… эх! ытах та чӗреме вут тиврӗ пулсан, кӗл пулса вӗҫиччен ҫунам! — Пурӑнаҫҫӗ. Ытти ҫӗртен ниепле майпа та хӑпарма ҫук — чӑнкӑ чулсем пӗтӗмпе пӳле-пӳле тӑраҫҫӗ. — Пӑшалу хатӗр-и вара? — кӑшкӑрать вӑл, пӳртре пӗр кӗтӳ халӑх пулнӑ пек. Нимӗн ӑнланмасӑрах ҫакӑн пек ӗҫе, — государство ӗҫне хутшӑнатӑр! Сасартӑк вӑл хӑй умӗнче такам утнӑ сасса илтрӗ. Вӑл выртакан суранӗсене тӳсеймесӗр, шӑлӗсене шатӑртаттарса кровать ҫинче ларать. Ҫав ыратакан суран ӑна сасартӑк ҫӗклерӗ, вӑл кровать пуҫӗнчен тытса ура ҫине тӑчӗ, унтан тенкел ҫинелле сулӑнса кайрӗ. Унӑн аллисем чӗтрерӗҫ, вӗсене вӑл кӑрт-карт хускаткаласа юбкине хыпашларӗ, куҫҫулӗпе йӗпеннӗ тутӑр чӑмӑрккине кӗсьене пытарасшӑн пулчӗ. Хушӑран ун, старик калаҫнине итленӗ май, гимнастёрка кӗсйинчен ҫырусемпе пӗрле хӗр сӑнӳкерчӗкне кӑларса мучие кӑтартас килнӗ, анчах та аллисем хускалман — вӗсем ытла та вӑйсӑр пулнӑ. Ҫамрӑк скваттерсен ҫак сӑмахӗсем ҫулҫӳревҫӗсене темӗн пекех савӑнтарса ячӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем Айртонпа Паганель каланисемпе пӗрмаях килеҫҫӗ. Тархасшӑн, ман хыҫҫӑн пыма ыйтатӑп. Ултҫӗр ҫитмӗл пилӗк пин те икҫӗр ҫирӗм икӗ пуҫ мӑйракаллӑ выльӑхсемпе пӗрле провинцин куҫпа виҫсе илмелле мар ҫаранӗсем ҫинче ҫӗрте виҫӗ пин лаша ҫӳрет. — Мӗн ҫыпӑҫатӑн эс ман ҫумма? — хаярланса кайрӗ Емельянӗ те. Артамонов, ҫӑра сӑра ӗҫнӗ май, йывӑҫсем витӗр Окан пӑтранчӑкрах сарлака шывӗ ҫине, унтан кӑшт сулахаярах, чӑрӑшсем хушшинчен, Окана шурлӑхран симӗс ҫӗлен пек авкаланса юхса тухакан Ватаракша ҫине пӑхать. Козак тени мӗне пӗлтернине те вӑл пӗлет. Эп эсир ӑҫта пулнисене пӗлместӗп иккен… Малтанхи операци хыҫҫӑн ҫӳреме пуҫласанах, эпӗ ӗҫлеме тытӑнтӑм, анчах мана каллех килсе леҫрӗҫ. Мӗншӗн ула? Пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑрах, Ольховка ҫыннисем килкартине кӗпӗрленсе тухрӗҫ. Сарӑ ҫулӑм тӗслӗ каррар мраморӗнчен касса тунӑ евӗрлӗскер, вӑл чылайччен вилнӗ пек шак хытса тӑрать; хӗп-хӗрлӗ ҫӑмламас хӳрине хӑмӑр-кӑвак юр ҫине сарса хурать, тӗтӗм тӗслӗ хурарах ҫӑмлӑ шӗвӗрӗлсе пыракан пуҫне ҫиле хирӗҫ тытать те тӑрать вара ҫапла. Вӑл мана хулпуҫҫисенчен ыталаса илчӗ те силлентере-силлентере илсе, мӑшкӑласа кулса каларӗ: — Пирӗн ирсӗрлӗхӗ те ҫавӑнта ӗнтӗ: никам та нихӑш енчен те лайӑх мар… Ҫав самантрах тӳперен — пӑрҫа тӑкӑннӑн — ҫӗр-ҫӗр кимӗ, кайӑк, карҫинкка ана-ана ларчӗҫ, — лапамӑн шурӑ плитисем ҫинче шӗплетеҫҫӗ-шаплатаҫҫӗ. Давыдов малтанхи кун кӳршӗ районти селекци станцине тухса кайнӑччӗ. Ҫав ҫӳревсене эпӗ король майрипе пӗрле каяттӑм. — Эпир лайӑх хӗҫпӑшалланнӑ вӗт. Ан тив, сӑмсисене чикчӗр. Уйрӑмах — мӑнкун умӗн. Ун чухне, паянхи пекех япӑх паллӑсемпе аптраса ҫитсе, хӑй пит начар тӗлӗк курнине шута илсе, вӑл пӗрремӗш бригадӑна кайма пачах килӗшмерӗ; ҫакна илтсен, Давыдовӑн яланах ӑшӑ та ачаш куҫӗ сасартӑк тӗксӗмленсе кӑйрӗ, сиввӗн те шӑтарасла ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗ. Пӗрисене: сутӑн илтӗм, терӗ; теприсенчен юптаруллӑ сӑмахсемпе хӑтӑлчӗ. Чӑн та, пӑшал сассисем ытлашши илтӗнсех каймаҫҫӗ ӗнтӗ, анчах тупӑ сассисем ҫӗнӗ вӑйпа, хытӑран та хытӑрах кӗрслетме тытӑнчӗҫ. Эсӗ — ан тунсӑхла, эсӗ ҫынна ӗнен. Вӑтам ҫулсенчеччӗ ӗнтӗ, курпунтарах ҫынччӗ; мӑйӑхӗ хура, Тарас Шевченконни пек усӑнса тӑратчӗ. Анчах май килмесен… — Эпир ӑна йӑлтах кайран, кайран майлаштарӑпӑр, — терӗ Инсаров. Вара эпӗ малалла кайма пуҫласан, вӑл, кайӑк ӳкнӗ вырӑна пырса, темиҫе тумлам юн сирпӗннӗ курӑк патнелле пӗшкӗнчӗ те ман ҫине хӑравҫӑн пӑхса илсе пуҫне сулларӗ… — Ку срок чӑн пурӑнӑҫпа килӗшмест, анчах чӑннине каласах пулать, — хам ӗмӗрте эпӗ нихӑҫан та ҫакӑн пек условисенче, ҫакӑн пек ӗҫ вӑйӗпе ӗҫлесе курман. Ҫирӗм кун. Акӑ сана записка, атя-ха манӑн документсене йӗркене кӗртер. — Хӑҫан пулӗ? — тесе ыйтрӑм. Визитшӑн тав туса вӑй ҫитнӗ таран тӳлӗп, ан шикленӗр… Шурса кайнӑскер, вӑл, куҫхаршисене шӑмарса, тутисене чалӑштарса, Тарас ҫине тӳрремӗн пӑхнӑ, хупланчӑк сасӑпа калаҫнӑ: — Тӗрӗс! Вӑл ҫилленчӗк куҫ евӗр тухать. — Мӗн? Вӗсем салхуллӑ вӑрман ӑшӗнче шалта — вӑрман хӗрринчен пӗр ҫирӗм-вӑтӑр утӑмра — кӑвайт хучӗҫ, хайсем валли каҫхи апатлӑх ҫатма ҫинче пӑртак сысна ашӗ ӑшаларӗҫ те кукуруза пашалӑвӗсене ҫуррине яхӑнах ҫисе ячӗҫ. — Вӑл вилчӗ, — терӗ те тепӗр хут Монтанелли, Пӑван питӗнчен пӑхрӗ. Ҫавӑнпа та ашшӗпе унӑн ачисем хӑйсене яхта ҫине илсе ҫитеричченех тӑна кӗрсе ҫитрӗҫ. Лушка Давыдовран ҫине тӑрсах пӑрӑнса ҫӳренӗ. Атьӑр ӑна ӑсатма мӗн пур командӑна пухар. Халиччен мӗн пуҫарса яни ним усӑ та кӳмен чух ку ӗҫе мӗнле тытӑнмалла-ха? Кулянса ларчӗҫ-ларчӗҫ те пӗтӗм нӳхрепе тустарса шырама тытӑнчӗҫ. Ҫаврӑнса пӑхсассӑн, ҫулҫӳренсем хайсем патнелле пӗр юланут мӗнпур вӑйпа вӗҫтерсе пынине курнӑ. Игумен Соколова куҫҫуль витӗр ӑсатса ячӗ, лешӗ васкаса кайрӗ. Эпӗ ҫак господин ҫинчен хамӑн хуйхӑма пусарасшӑн пулса тӗплӗн ҫырса патӑм. Приказ парӗҫ те ак — чарӑнса тӑрӑпӑр. — Шыв юхӑмӗ вӑйсӑртарах ӗнтӗ, сэр, — терӗ матрос Грэй, кимӗ пуҫӗнче лараканскер. — Туртас килет, — тӳррипех каларӗ Андрей. — Мучи, эпӗ паян, сурӑхсем кӗтнӗ чух, эсир пушмакӑрсене ҫырма тӗпне ӳкернине куртӑм, — терӗ вӑл, сӑмсине нӑш-нӑш турткаласа. Калаҫӑр-ха, калаҫӑр ӗнтӗ, манӑн сирӗн сассӑра итлес килет! Эпӗ ӑна хамах йӗнерлеттӗм те пӗр-пӗччен ӑҫта та пулин аяккарах тухса каяттӑм, хама турнира тухнӑ рыцарь пек туяттӑм (ман хӑлхара ҫил мӗнле хаваслӑ шӑхӑратчӗ) е, пуҫӑма тӳпенелле каҫӑртса, унти йӑлтӑрти ҫутӑ кӑвак тӗсе уҫӑ чунӑмпа иленеттӗм. Анчах эпӗ унтан кая мар мӑнкӑмӑллӑн каларӑм: — Сулахай енчи иккӗмӗш мӑшӑршӑн виҫӗ пус хуратӑп! — терӗм. Хӑвала ӑна… Ҫавӑнтах староста та, ҫӑварне карса, нимӗн тума аптӑранӑ пек чышкисене чӑмӑрласа тӑрать. Акӑ пӗрре эпир вӗсен пекарӗ ӗҫке ернӗ тенине илтрӗмӗр, хуҫа ӑна кӑларса ярса, ҫӗнӗ ӑста тытнине пӗлтӗмӗр. Ҫӗнӗ ӑста — салтак пулнӑ-мӗн, вӑл атлас жилеткӑпа ҫӳрет, тет, жилетки ҫинчен ылтӑн сехет вӑчӑри ҫакса янӑ имӗш. — Чӑнах-и? — тесе ыйтрӗ вӑл янравлӑн та ҫамрӑк сасӑпа. Ун патӗнче вӑрманалла ӑшӑ юхса сарӑлнӑ пек туйӑнать, ун ури таптанӑ курӑк тӳрленсе кайнине курсан — ҫавӑ вара ӑраснах ман кӑмӑла каять. Мана ыран валли лаша кирлӗ пулать. Уҫланка тухсан, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ: йывӑҫ тӑррисем хыҫӗнче хӗвел курӑнмасть ӗнтӗ, сулхӑнлатсах пырать. — Мӗн тӑваҫҫӗ унта? Ешӗл ҫырма тесе хуларан ҫурҫӗр енчи ҫара сӑртри тип вара калаҫҫӗ, ҫавӑнтан Стара-планина хысакӗ пуҫланса каять. Пелагея Ниловна ҫеҫ пире ҫав хаҫатсене салатма килӗшекен ҫын тупса пама пултарать. Паллах, ҫӗр ӑшӗнче мӗнле те пулин улшӑну пулчӗ пулмалла: газ вут хыпнипе тар пек кӗрӗслетсе кайрӗ-и е пысӑк чул ишӗлсе ӳкрӗ-и? Вӑл каласа кӑтартрӗ те мана ҫаксене. Казаксем ун патне пычӗҫ те пиҫиххине салтма пуҫларӗҫ. Вӑл Белецкий ҫине те, хӑй ҫине те ҫиленчӗ, анчах ирӗксӗрех хӑйӗн калаҫӑвне французла пуплевсем кӗрте-кӗрте лартрӗ, главнокомандуюшипе, Мускаври пӗлӗшӗсемпе интересленчӗ тата, хӑйсем иккӗшӗ казаксен станицинче французла диалектпа калаҫнине пула, хӑйӗн офицер юлташӗсем ҫинчен, казаксем ҫинчен йӗрӗнсе калаҫрӗ, хӑйне Белецкипе туслӑн тыткаларӗ, ун патӗнче пулма сӑмах пачӗ тата ӑна хӑй патне ҫӳреме чӗнчӗ. — Вырӑнта пусӑрӑнса ларасси ҫук санӑн, йӗпвӑрри… Анчах Олеся пуҫӗ ҫине хӗрлӗ кашемир тутӑр уртса янӑччӗ ӗнтӗ, вӑл сасартӑк кукамӑш патне чупса пычӗ те ыталарӗ, сасӑпах чуптуса илчӗ. Илтетӗн-и? Якӑрсем шанчӑклӑ. Вӗсене лайӑх тимӗртен тунӑ, кӑшт та тутӑхман. Якӑрсен ункисем те ҫирӗп. Канатсем тӗреклӗ, ҫӑмӑллӑн шӑваҫҫӗ, вӗсем кӗске те мар — ҫӗр ҫирӗм хӑлаҫ тӑршшӗ. Анчах ҫул ҫӳрекен вырас ҫыннине начар каламбур лӑплантараймасть, ҫавӑнпа та эпӗ, вӑхӑта ирттерес тесе, хама Максим Максимыч Бэла ҫинчен каласа панине ҫырса хума шутларӑм, ҫав повеҫ темиҫе повеҫӗн вӑрӑм ярӑмӗнче пӗрремӗш сыпӑк пулассине малтан шутламанччӗ те эпӗ; ас тӑвӑр-ха, хӑш чухне пӗр пӗчӗк япалашӑнах кайран ҫав тери йывӑр килет-ҫке!.. Широкогоров Воропаева аллинчен тытса, аяккалла илсе кайрӗ: — Хӑвӑртрах калӑр, Витаминыч, эсир пӗлме тивӗҫ. — Николай! — чӗннӗ ӑна Фома, хулӗсенчен тытса тӑратса. Кайма хатӗрленнӗ май, ахалех йӑлӑнса, тархасласа пӑха-пӑха илтӗм эпӗ Олеся ҫине кунсеренех, — вӑл, ҫакӑн пӗлтерӗшне ӑнланман евӗр, курмӑш-илтмӗше ҫех печӗ. — Вӑл санӑн пилленӗ каччу пулин те, темле-ха — те каятӑн, те каймастӑн, ӑна ху та калаймастӑн — терӗ вӑл хаяррӑн. Эсӗ выртсассӑн, эпир сана уборнӑйӗнчӗ виличченех хӗнетпӗр. Оленин, мӗн пулнине пурне те аса илсе, пӗчченех утрӗ. Король пӗр тӗрлӗ калать, пӗчӗк старик — тепӗр тӗрлӗ; халӗ ӗнтӗ пӗчӗк старик тӗрӗсне каланине, король суйнине ухмах ҫын та ӑнланмалла пек. Эсӗ бригадира ҫеҫ кала: пире ытти ӗҫе ан хӑвалатӑр. Правительство ӑна Совет Союзӗн Геройӗ ятне панӑ. Унӑн пуҫне те, манӑнне те сасартӑках ҫутӑ пайӑрки кӗрсе ҫутатнӑ пекех туйӑнчӗ. Ҫав мӗнпур тискер ҫулсенче эпӗ шанчӑка ҫухатман пулсан, халӗ сана турӑ каялла тавӑрчӗ пулсан, епле-ха ман ҫав шанчӑка сирсе ярас? Апатне эрех мӗн чухлине кура хатӗрлӗр, хӑнасене те ҫавна шута илсе чӗнӗр. Эсир ту ҫинелле улӑхма тытӑннӑ вӑхӑтра етре е бомба шӑхӑрса иртет, вӗсен сасси сире тӗлӗнтерсе ярса кӑмӑлӑра пӑтратать. Кунта уйрӑмлӑх пур. — Паллах, эпӗ мар! — кӑшкӑрса илчӗ вӑл. — Малтан килтех мӑнаккупа вӗрен… — Ҫич-сакӑр уйӑхран! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Анчах ҫак минутсенче партие ҫӗнӗрен илнӗ ҫынсем мар, партячейка секретарӗ Нагульнов хӑй тем териех улшӑнса кайрӗ. — Ах турӑҫам, эпӗ сан патна кунсерен ҫырса тӑраттӑм. — Апла-тӑк, — хӑракан пулӗҫ. — Сан кӗсрӳ сассине лайӑх пӗлетӗп эпӗ, улталаймӑн! Темиҫе тӗрлӗ упа саррисем кунти ҫӗршыва чӗрӗлӗх сӑнне кӳреҫҫӗ, кӗллӗрех курӑнакан ҫӗр лапамӗсем те ҫара мӑянсен айӗнче ҫухалса каяҫҫӗ. Анчах эсир юрататӑр вӗт ӑна? Анчах вулакансем пурте тяга мӗн иккенне пӗлмеҫҫӗ пулас. — ГПУран вӑрттӑн, ҫӗрле килсен, ӑҫтан пӗлме пултартӑр-ха ара вӑл? — ыйтрӗ Разметнов. Чечек ҫыххийӗ ҫав тери илемлӗ. — Сирӗнпе лайӑх ҫынсем анчах! Асра урнӑ пек ӳсӗр ҫынсен тӗлӗнмелли кӗлеткисем, юрӑ сӑмахӗсем, шӑллӗ команда панӑ пек калаҫнин сыпӑкӗсем мӗлтлетсе иртрӗҫ, такамӑн ӑнсӑртран асӑрханӑ куҫӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, анчах пуҫра пурпӗрех пушӑ та тӗксӗм пулчӗ; ӑна ҫинҫе кӑна, чӗтресе тӑракан ҫутӑ витӗрех шӑтарса тухнӑ пек, ҫав ҫутӑра, тусан пӗрчисем евӗр, ҫынсем ташласа, ҫаврӑнкаласа, темле пит те кирлӗ ӗҫ ҫинчен шухӑшлама кансӗрленӗ пек туйӑнчӗ. Эпӗ килӗшрӗм. «Мӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ кунта вӗсем?» — тесе шухӑшларӑм эпӗ: «Хамӑн лаша ҫинченех мар-и?» — терӗм. Ҫак поэтла кӗтес ытармалла мар тӳлек ӗнтӗ, ячӗ вара хӑйӗн йӑлтах прозӑллӑ — «Силистра ҫулӗ» теҫҫӗ, ку ят ӑна юрамасть. Эх, кам хушать-ши сире ҫакнашкал асапланма? Даша инке сӗтел хушшинче манӑн кӗпене сапласа ларать. Чӑннипех те питӗ хӑрарӑм вара эпӗ хамӑн мӗскӗн тарҫӑшӑн. «Чипер ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын хӑйӗн ачине ҫавӑнтах илсе килнӗ пулӗччӗ». Эпир урапа ҫине лартӑмӑр та, тепӗр ҫур сехетрен улпут ҫурчӗн картишне пырса кӗтӗмӗр. Ӑна шурӑ халатлӑ хӗрарӑм ӑсатрӗ. Кухньӑран ӑшӑ кӗтӗр тесе ун пӳлӗмӗн алӑкне уҫса пӑрахнӑ. — Пӗлместӗп… тен, ӳстернӗ те пулӑттӑм, том мистер анчах питӗ тӗттӗм-ҫке кунта, тата чечекӗ мана кирлех те мар — чӑрмавӗ нумай унпа. Вӗсен туртӑм вӑйӗ ҫӑмарта вӗҫевӗн кукӑрӑшне татах вӑйлатрӗ. Пирӗн унпа ӗҫ часах пӗр-пӗрне чышкӑ парасси патнех ҫитет пулӗ, тесе шухӑшлатӑп. Тем пулнӑ ун сассинче, Марыся ҫийӗнчех вӑранчӗ. Мӗн тума кирлӗ вӑл мана? Палуба ҫинче пӗр ҫын ҫеҫ — Бен Ганн тӑрать, эпир карап ҫине улӑхнӑ-улӑхманах, вӑл ӳкӗнме, тискеррӗн хӑлаҫланса, хӑйне хӑрушӑ айӑп тунӑшӑн айӑплама пикенчӗ. — Вилнӗ Трюхина патӗнчен килмерӗҫ-и? — Апла пулсан, кӗнекесене господасем ҫыраҫҫӗ, вӗсем салатса параҫҫӗ. Дуня ун пуҫне уксус йӗпетнӗ тутӑр ҫыхнӑ та ун кровачӗ патне ҫӗвӗ ҫӗлеме ларнӑ. Ну, ман пурӑнӑҫ вуҫех ун пек начар мар, эппин — хуйхӑрмасан та юрать! Капӑр-кӑпӑш хӗвел ҫиҫет. — Ак тамаша! Эпӗ поэзие юрататӑп. — Тӗрӗс, ҫӳреҫҫӗ, — каллех килӗшрӗ те Петр шӑллӗне укҫа сӗнчӗ. — Ку наркӑмӑшлӑ ҫӗлен мар, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен, — терӗ тахӑшӗ. — Ача ҫинчен ят кӑларнӑ тата, хӗнесе тӑкнӑ, э? — терӗ вӑл. Ҫакӑн пек вӑхӑт та килсе ҫитнӗ: ҫӗр виҫсе пурӑнакан ватӑ Лозневой хӑй ҫав ӗмӗрхи усал йӗркене, яла хӗн кӑтартакан йӗркене тӗрекленме кӑна пулӑшнине ӑнланса илнӗ те хӑйӗн профессине курайми пулнӑ. — Симурден гражданин, эсир ӑҫта пурӑнатӑр? — ыйтрӗ Робеспьер. Стаксельсене палуба ҫинченех ним тертленмесӗр хӑпартма май пур пулсан, фок-мачта ҫинчи тӳрӗ парӑссене вырӑна лартма йывӑртарах: вӗсене туртса карма рей ҫине хӑпармалла. Халӗ кӑна Вайкатон вӗри гейзерӗсене курса килнӗ ҫынсене ҫаксем питех тӗлӗнтермеҫҫӗ те. Эпӗ кунта пурӑнма пуҫланӑранпа маншӑн тӗнчере хӗрарӑмсем ҫукпа пӗрех. Пӑхсах курӑнать ӗнтӗ, фронтра ҫапӑҫакан ҫуран ҫар офицерӗсем мар кусем, хӑйсен ӗҫне кӑмӑллаканскерсем-мӗн вӗсем, вӗсем ыттисем ҫине мӗнле пӑхнинчен те, тата лешӗ, сумкӑлли, хӑйӗн сигарне мӗнлерех туртнинчен те курӑнать ку. — Пит аван, Айртон, — терӗ Гленарван, — эсир панӑ сӗнӳ пирки эпир шухӑшласа пӑхма тивӗҫлӗ, анчах ӑна авантарах сӳтсе явасчӗ. Апла эппин. — Эсӗ мӗн пуль тетӗн куна? — терӗ вӑл. Эх, эсир, ҫамрӑк хӗрсем, сирӗн пурин те пӗр хуйхӑ — пысӑк хурлӑх. Вӗсенчен пӗри, аслӑраххи пулмалла, халех пире патша патне илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ. Шӑхӑркалатӑн та шухӑша каятӑн, йӗри-тавра тӗксӗм тусем йӑсӑрланса тухса тӑраҫҫӗ, пӗлӗтсен хушшипе те вӗҫсе тухма ҫук — юр ҫӑвать, машина пӑрланать. Сылтӑм аллипе вӗсем аркатуллӑ сивӗ ҫулӑмпа сирпӗнекен бронза чӑмаккисем ывӑтаҫҫӗ, сулахай аллипе ӳсӗрсемпе ӑссӑрсене хӗҫпе тиреҫҫӗ те касаҫҫӗ. Хамӑр разъездах айкашать мӗн унта. Хурӑнсем айӗнче шӑп ларакан тӑван ялалла пӑхса, колхозницӑсем пӗр-пӗринпе хуллен сӑмахлакалаҫҫӗ: — Хура-шур курма тивет ӗнтӗ кунта! Ӗлӗкрен сыхланса юлнӑ испанецсемпе мексиканецсен хӑш-хӑш хулисенче ҫеҫ крепоҫсемпе монастырьсем ытти ҫуртсенчен ҫӳллӗрех пулаҫҫӗ. — Ҫынна мӑшкӑл тума пӗлнипех турӑ умӗнче мала тухаймӑн… Апла мар ҫав. Кунта тата тепӗр эрне ларас-тӑк, эпӗ курса тӑранмалла мар припадӑшнӑй ҫын пулса тӑраттӑм пулӗ! Анчах ҫакна ҫеҫ пӗлни сахал-ха вӑл — ҫав хисепсем мӗн тери пысӑккине лайӑх шухӑшласа илмешкӗн те пӗлмелле. Тепӗр ҫур сехетренех хӗвел тухмалла. Штатски чиновниксемпе ҫар чиновникӗсен пӗр евӗрлӗ, сивӗ тата яланах тирпейлӗ сӑн-пичӗсем ун кистьне вӑйлатма пултараймарӗҫ: вӑл вара илемлӗ драпировкӑна та, вӑйлӑ хусканӑва та, хӑватлӑ туйӑма та манса кайрӗ. — Ҫапла аса илсеттӗм. Оля, эс сӗтел патне ан пыр. Пайтах вӑхӑт хушши пӗри те сӑмах хускатмарӑмӑр. — Анчах мӗнле майпа, ӑҫта тупас-ха ман ӑна?» Вӑл хӑйшӗн чи йывӑрри малта тӑнине туйрӗ. Кам пӗлет, ҫав ҫӗнӗ чӑрмавсене ҫӗнтерме пултарӗ-ши вӑл… — Сысна какайӗ-и унта, колбаса-и, хура тулӑ ҫӑнӑхӗ-и, ну, пир пулать-и унта, вир кӗрпи-и, тата мӗн те пулин, кирлӗ таран… ырӑ ҫынсем яланах ҫапла тӑваканччӗ… уншӑн пулсан, хытсах тӑмӑпӑр. — Пире вӑл малашне те нумай пулӑшӗ-ха, — терӗ капитан. Питне уҫмасӑр Иха хӗрлемес ҫӳҫне силлесе илчӗ. Пӗринче лешӗ мӗншӗн апла пулни ҫинчен ҫине тӑрсах тӗпчеме пуҫласан, Сережа сасартӑках татса хучӗ: — Мӗн калаҫмалла манӑн санпа? Зеландия!» Ҫаксем пурте Фомана хӗснӗ пек, пӑвнӑ пек пулнӑ, вӑл вара хӑйне ҫухалса кайнӑн туйса илнӗ. — Любочка мӗнле хыпар пирки каланине эсӗ пӗлетӗн-и? — терӗ вӑл мана, кунта иксӗмӗр кӑна пулнине курсан. — Ма каплах хыпӑнса ӳкрӗр? — терӗ генерал, Калугин илсе килнӗ приказанисене хӑй аллине илсен. Эпӗ хамӑрӑн хуйхӑпа, кӳршӗсем пынипе, аттене пытарассипе тата хупахра ӗҫлессипе ҫав тери явӑҫнӑ пирки, манӑн капитан ҫинчен шутлама, унран хӑрама та вӑхӑт пулмарӗ. — Лайӑхрах итле, Роберт, ку питӗ пысӑк ыйту. — Ҫитӗ, Вулич! — тесе кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ: — пуҫ вӗҫӗнче ҫакӑнса тӑнӑскере авӑрланах ӗнтӗ; мӗн шӳт тӑвасси пур!.. — Ӗҫӗ пухура мар кунта! — Давыдов питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ. — Ах, камитсем! Ҫак вӑрман чӑтлӑхне пӑрахса хӑварнӑ, пӗтӗм тӗнчерен тенӗ пек уйрӑлса пурӑнакан, ертсе пыракан ҫынсӑр тӑрса юлнӑ пӗчӗк ушкӑн килсе тухнӑ йывӑр пурнӑҫран епле хӑтӑлмаллине шухӑшласа тупаймарӗ-тупаймарех. — Айртон яхта ҫинчех-и апла? Гаврила ун ҫине сӑнаса пӑхрӗ, вӑл хӑй те чунӗпе ҫӗкленсе кайнӑ. Инҫе-ха пирӗнтен пирӗн тӗллев, асап курасси ҫеҫ — ҫывӑхра! Ҫак шавсӑр кӗрешӳ палӑрмасӑр тӑма пултарайман. Пӗррехинче вӑл хӗмленме пуҫларӗ. — Дуэльрен-и? Эсир хӑвӑр Иисусӑра ӗненнӗ чухне эпир тӑшмансем ҫеҫ пулма пултарнине курмастӑр-и вара? Мана, кӑвакарнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ ыйтса аллине тӑснӑ, анчах та ӑна нимӗн те паман ҫынна-и? Мӗншӗн тесен ҫав татӑксем пуринчен малтан мана ҫитерме мар, йытӑсене ҫитерме кирлӗ пулнӑ. Ҫурҫӗр иртсен, хулари ҫуртсем хыҫӗнчен, пӗлӗт пек карса тӑракан садсем хыҫӗнчен тата тепӗр пӗлӗт вӑраххӑн ҫӳлелле шуса хӑпарнине асӑрхарӗ. Остап хӑйне асаплантарнине паттӑррӑн чӑтрӗ. Ҫак хастар та ӑслӑ хӗрарӑмӑн канашӗсене Дик пит хака хучӗ. Клавичёк, кула-кула, хутаҫран сарӑ сӑранран ҫӗленӗ илемлӗ куртка туртса кӑларчӗ те ҫемҫе сӑрана ывӑҫ тупанӗпе ҫатлаттарса каларӗ: — Ку сана валли. Кавказа та вӑл ҫав романтикла фанатизма пулах ҫитнӗ; эпӗ туятӑп акӑ, ашшӗ ялӗнчен тухса каяс умӗн, калӑпӑр, вӑл кӳршӗри пӗр-пӗр чипер хӗре тӗл пулсан, эпӗ службӑра пурӑнасшӑн ҫеҫ мар, вилӗм шырама каятӑп, тенех ӗнтӗ вӑл салхуланнӑ сассипе, ҫак тӗле ҫитсен вара, куҫне аллипе хупларӗ пулӗ те: «Мӗншӗн тесен, — терӗ пуль, — ҫук, кӑна сирӗн (е санӑн) пӗлмелле мар! Демид анкӑ-минкӗ пуҫӗпе йывӑр шухӑша кайса тӑрать. Пойндекстер ятлӑ вӑл. Ку хӗл эпӗ Дмитрий патне килмессеренех унпа университетра пӗрле вӗренекен Безобедов студента куртӑм. Ывӑлӗн хӑйне хӑй тыткалас йӑлинче те амӑшӗ уйрӑммӑнах асӑрхамалли нумай вак япала курчӗ: вӑл тумпа вӗҫкӗнленес йӑлана пӑрахрӗ, пуринчен ытла хӑйӗн пит-куҫӗпе тумне тасарах тытма тӑрӑшать, унӑн хусканӑвӗсем ирӗклӗрех, ҫыпӑҫуллӑрах пулса пыраҫҫӗ, вӑл кӑмӑллӑрах, ҫемҫерех пулнипе — амӑшӗ ун ҫине пӑшӑрханарах пӑхма тытӑнчӗ. Арӑмне лӑплантарнӑ хыҫҫӑн, Никифорыч мана канаш парать: — Ҫав Плетнёвпа паллаш-ха эсӗ, — питӗ интереслӗ ҫын! Вӑл отставкӑна тухнӑранпа та ниҫта та кайса ҫӳремест, купца майри пулнӑ арӑмӗнчен юлнӑ пысӑках мар капиталтан килекен процентпа Мускаврах пурӑнать. Вӗсенчен нумайӑшӗ тискерчӗкленсе ассиленнӗ. Унтан эпӗ кӗмӗл укҫасемпе пӑхӑр укҫасене, тӗрлӗрен ылтӑн укҫаллӑ енчӗке, ҫӗҫҫе, бритвӑна, турана, кӗмӗл табакеркӑна, сӑмса тутрине тата ҫырмалли кӗнекене кӑларса патӑм. Вӑл шурӑ ҫӳҫлӗ типшӗм ачине кунта епле илсе килесси ҫинчен, 1939 ҫулта хӗллеренпе ещӗксенче кӑвакарса выртакан кӗнекисене ҫӳлӗксем тӑрӑх епле тӑратса тухасси ҫинчен, ывӑлӗпе ҫакӑнтан тинӗс хӗррине епле ҫӳресси ҫинчен шухӑшларӗ. «Ҫитейӗ-ши вӑл е пурнӑҫран уйрӑлӗ-ши?» — ӑсра кӑна шухӑшлатпӑр эпир. Пиртен пӗри ӑна ҫиленсе кайсах: «Мӗн пӑхса ларатӑн эсӗ, йӗпе чӑх! Анчах халь пурте сарса хунӑ хаҫат листи ҫинче палланӑ портрета, Сталин юлташӑн портретне курчӗҫ. Ҫапах та алӑсене ҫуса ҫавӑнтах вӗренме кӗрсе лартӑм. Эсӗ Черкасова вырӑнне тӑр та, туйса ял лайӑхрах, опытне пӗтӗмлет. Ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсенче пулмалла, — ҫакӑн пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Ав ҫавӑнталла пӑхӑр-ха. Питӗ маттур ӗҫлекен ҫынпа уйӑрӑлас килмест пулсан та, Ирландин колонисчӗ килӗшрӗ. — Чӑнах та эсир ҫавна тивӗҫлӗ, эсир аван мар этем! — терӗ Паганель, кулса. — Пит лайӑх патшалӑх вара! Вӑл ман ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлес пулсан, кӑштах ҫӑмӑлрах ӗҫе, хӑйне вӑй тайӑннине, тытӑннӑ пулӗччӗ», — шухӑшлатӑп хам ӑшра. Юлашки уйӑхра эпӗ питӗ ватӑлтӑм — манӑн пӑлхануллӑ та асаплӑ юрату мана хама та пӗчӗкҫӗ, ачалла, ниме тӑман пек туйӑнчӗ, ун умӗнче урӑххи, паллӑ марри, эпӗ кӑшт ҫеҫ тавҫӑрса илме тӗмсӗлни ҫӗкленчӗ; вӑл мана илемлӗ те хаяр, ют сӑн пек курӑнчӗ, — кӑлӑхах палласа илме хӑтланатӑн унашкал сӑна ҫурма тӗттӗмре… Ятне пӗлтермесӗр пӗр гражданин президиума хут татӑкки пӑрахса пачӗ, унта ҫапла ыйтса ҫырнӑ: «Тырӑ тиесе кайнисене пурне те арестлеҫҫӗ тата пурлӑхне конфискацилесе пуҫ яраҫҫӗ тени тӗрӗс-и?» — тенӗ. Анчах Том ман сӑмахсене итлемерӗ те тейӗн, хӑйӗннех печӗ. Эсӗ ӑна кӑларса ятӑн! — тесе усаллӑн мӑкӑртатса илнӗ Кольхаун, яш ача ун патнелле ҫывхарса пырсан. Пӑхӑр-ха, акӑ ман лашан кайри ури чӗрни — ҫур таканӑн паллийӗ, акӑ тата пирӗн негрсен йӗрӗсем. Вӗсенче эпир преступниксене, алкоголиксене, ухмаха ернисене, пулма пултараймилӗхшӗн ӗмӗтленекенсене ӗҫлеттеретпӗр. Алексей тӑруках хӑйӗн чӗри пӑлханса кайнине туйнӑ та, тротуар ҫинче, ҫара тополь айӗнче тӑракан хӗр патнелле ыткӑннӑ. Хӗвел питӗнче шӑллӑ-шӑллӑ ҫурӑмлӑ калтасем хӗртӗнсе выртаҫҫӗ. Ним калаҫмасӑр чей ӗҫетпӗр. Вӑл хӑва тӗмӗсем хушшинчен тӑватӑ корма тухнине курчӗ, пӗтӗм вӑйне пуҫтарчӗ те хыттӑн: «Ҫыран патне! ҫыран патне, юлташсем! сулахай енӗпе, ту айӑккинчи ҫулпа анӑр. Тавтапуҫ, — терӗ Лозневой. Ирӗк парӑр-ха. хӑвӑр патӑра ларма. Эпӗ кансӗрлеместӗп вӗт сире? Примус вучӗ чӑшлатать. Эпир те, пурне те пӗлме тӑрӑшса, ун хыҫҫӑн кӗретпӗр. — Тавтапуҫ! — ответленӗ ӑна Саша. Ҫакнашкал тӗрлӗ йышши шӑршӑсен хутшӑнӑвӗ ахаль ҫынна темшӗн ытлах савӑнтармасть, уйрӑмах вӑл ҫын пӗр-пӗччен чухне ҫапла… Кун пирки эпӗ голована та каласа пама хатӗр. Асӑрхануллӑрах пулас тесе пӗлтернӗ пулӗ, — пӗр енчен, нимӗнле кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан япала та ан пултар, тепӗр енчен — пуҫлӑхсем ҫывӑрманни ҫинчен те астуса юлмалла пултӑр». Ҫавӑншӑн вара, тӗрӗслӗхшӗн, эсӗ мана бутылкӑпа ҫапрӑн. Икӗ эрнене яхӑн иртрӗ. Вара хӑйне хӑйех: — Ну, паллах, Австралин! — терӗ. Увар Иванович алӑка уҫса пӑхрӗ, анчах пӳрнисене хускаткаласа илнӗ хыҫҫӑн пӑрӑнса кайрӗ. Вӑл сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те, аллине стакан тытса, — офицер господасем вӑйлах сыпнӑ, вӗсен умӗнче сӗтел туллиех бутылкӑсем лараҫҫӗ, — Джемма ларакан сӗтел патне пычӗ. Эпир, пӗр сӑмах чӗнмесӗрех, ку ҫынпа вӑл малтан тытӑнсах пирӗнпе пӗр сӑмахра тӑнӑ ҫын пек, калаҫма килӗшрӗмӗр. Хӑлха чикки туяннипе ҫын вилмест, ӑслӑрах пулать… Анчах мӗнле-ши? Шӑп та ҫак ҫул ҫинче ӗнтӗ майор Бурназян, хӑйӗн урипе тӑрмашаканскер, хӑйне тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ картинӑна курчӗ. Чартков тин анчах хӑй вырӑн ҫинче выртманнине, урайӗнче, портрет умӗнче тӑнине туйса илчӗ. Боецсемпе командирсем тахҫанах ӗнтӗ хӑйсен вырӑнӗсенче тӑраҫҫӗ… Лось шӑрпӑк курупкин ҫуррине ҫунтарса пӗтерчӗ, тӗлӗнмелле ҫак маскӑна хумхануллӑн тишкерет-тӗпчет. Ҫаклан-ха сирӗн аллӑра… — Ӑшӑ пулать… — Ӑшӑтӑр эсир, мӗн калама… — Ӑнӑҫлӑ пулӗ-ши ку, — терӗ Марконе шухӑша кайса. — Ӑҫта илӗп эпӗ ӑна? Андрий сутӑннинчен вӑл йӗрӗнсе карӗ. Тимӗр кӑвак лаши каллех пуҫӗпе сулса илчӗ те, ҫул тӑрӑх килнӗ чухнехи пекех «ггуун», «ггуун» текен сӑмаха темиҫе хут каларӗ. Аннет, пыл парам-и? Лешӗ юлхавлӑн, васкамасӑр пырса тӑчӗ. Ӑҫта пире ун пек ҫӳлти шухӑшсем патне кайма! «Осадчий… — Эпӗ каятӑп. Ҫавӑнпа унӑн куҫӗсем час та часах ача ҫинелле ӳкнӗ. Вӑл сиксе тӑчӗ те ешӗл туратсем хуҫса килчӗ, икӗ енчен те арба кустӑрмисенчен ҫакса ячӗ, ҫиелтен тата бешметпа витрӗ. Анчах ҫак социаллӑ ушкӑнсем ҫав вӑхӑтра нимӗнле улшӑнусем те курмарӗҫ тесе шутлани, вӗсем, капитализм вӑхӑтӗнче, тейӗпӗр, мӗнле пулнӑ, халь те ҫаплипех юлнӑ тесе шутлани йӑнӑш пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак палӑри-палӑрми сӑн-сӑпатсене хамшӑн темле майпа хаклӑ пулнӑ пӗр пӗчӗк событи уҫӑлтарчӗ. …Кашт маларах кунта конвой килсеччӗ, ют ҫӗршывран килнӗ пӑрахутсене епле пушатаҫҫӗ-ха тесе эпӗ Б. портне курма пытӑм. Дачи курӑнмасть, йӗри-тавра шурӑ ҫӳлӗ хӳме тытса ҫаврӑннӑ. Хӳмен леш енче тусанпа витӗннӗ, хура-кӑвак йӗке пек курӑнакан ҫинҫе кипариссен ҫӑра ушкӑнӗ хӑпарать. Эпир саншӑн компани мар… — Питӗ айван ӗҫ-ҫке ку!» Кирек мӗн ҫырса хурсан та, вӗсем пӗри те чӗрери шухӑшсем мар иккенне чухлатӑп эпӗ… Ҫак вӑхӑтра кӳмере ларса пыракансен куҫӗ умне хушӑран хушӑ сӑртлӑхсен речӗсемпе касӑлса татӑлакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑ тӳремлӗх тухса выртрӗ. Вуниккӗрен пуҫласа вунтӑватӑ ҫул таранхи ачасем, урӑхла каласан, яшлӑх умӗнхи куҫӑмлӑ тапхӑра кӗнӗскерсем, вут тӗртме тата вӗлерме те вӑйлӑн туртӑнни ҫинчен эпӗ таҫта вуланӑччӗ. Мухтав турра, ҫирӗм иккӗмӗш ҫул пурӑнатпӑр ӗнтӗ кунта. Чӑнах та, ҫакӑн пек ҫил-тӑманра уйсене мӗн чухлӗ юр выртса юлнӑ пулӗччӗ! — Ҫук, ман мар. Эпӗ кун пек шухӑшсене йышӑнмастӑп. Унӑн кистьпе шухӑшӗсем пӗр виҫерен тухаймарӗҫ, хӑйне тытса тӑракан тӑлла татма тӑни ӑна пӗр йӑнӑшран тепӗр йӑнӑш патне илсе пычӗ. Ӗлӗк пурте уйрӑм-уҫҫиллӗ пулнӑ — ҫынсем те, вӗсен ҫылӑхӗсем те… халӗ пур — никам ӑнкарса илес ҫук… эхе-хе! Эпӗ ӗнтӗ ҫав хутсемшӗн асапланатӑп, — халӑх хушшинче эпӗ салатса ҫӳрерӗм вӗсене! Хӑй ҫаплах мӑкӑртатать: — Ландия! Салтакӗ куна тытать те тавӑрать хурать: «Ҫук, — тет, — эс мана ҫиейместӗн, мӗншӗн тесен эпӗ хам та асамӑҫ!» Сасартӑк вӑл хӑй юлташне алӑран ярса тытрӗ. — Шӑп! Ҫӑрттан мучи кӑмӑллӑн кулса илчӗ: — Камӑн мими ҫӑрараххи халлӗхе паллӑ мар-ха: санӑн-и е манӑн-и. Богс ҫеҫ, Шерборна вӑрҫса, урам тӑрӑх юланутне уттарчӗ, анчах вӑл часах каялла таврӑнчӗ те каллех лавкка умӗнче чарӑнчӗ, хӑй ҫаплах Шерборна вӑрҫать. — Ку мӗн? — Петька! Ҫӗрпӳртре тӗттӗмленсе ҫитнӗ, хӑйчикки имшеррӗн ҫуннӑ. Тавай каҫхи апат туса ҫывӑрма выртар! Ну, мӗнех вара, пӗлсе ҫитме тӑрӑшӑп! Темле фотографи ун аллинчен шуса тухса курӑк ҫине ӳкрӗ. — Ҫавна. — Мӗскер эс, каллех Катьӑна илме Энска каясшӑн мар-и? Эпӗ мачтӑран хытӑ тытса пыратӑп, вӑл ҫил пырса тулланипе ҫинҫе хулӑ пекех авӑнать… Вӑл каллех Том еннелле ҫаврӑнчӗ те хӑй умӗнче персик выртнине курах кайрӗ. Павел Петровичӑн куҫӗсем йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ. Уй тӑрӑх тӑсӑлса выртакан ансӑр сукмаксем лапамсене кӗрсе ҫухалаҫҫӗ, тӗмеске тӑвайккийӗсемпе явӑнса хӑпараҫҫӗ; ҫав сукмаксенчен пӗрин ҫинче, пирӗн ҫул урлӑ пӗр пилӗкҫӗр утӑм маларах каҫса каяканскер ҫинче, эпӗ ҫынсем пынине куртӑм. — Виҫӗмкун; ӗнертенпе эпӗ кунта. Ҫак маларах каланӑ япаласем пуян туземецсем ҫинче ҫеҫ. Анчах пӳлӗм алӑкне уҫмарӗ вӑл, ҫенӗхре чарӑнса тӑчӗ те хурланчӑклӑн пуҫне усса шухӑшлама тытӑнчӗ. Тӗртекен станок ҫумӗнче эпӗ икӗ хут та ытлашши хускану тунӑ. Ҫӗр чӗтренет. — Печорин мӗнле вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл, ӗҫмесӗр пурӑнма пултараймастӑп тесе, хӑйне хӑй улталанӑ. Лачакаран… Ахаль халӑх кометӑсенчен хӑранӑ. Карап пуҫӗ патӗнче шыв питӗ ӑшӑх, эпӗ вара ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран икӗ алӑпа та канатран тытса, борт урлӑ сыхланса каҫрӑм. — Эсир пӗлетӗр-и ман пуҫа мӗн хака хунине? Тискер кайӑк пекех вӑл мужик, ҫапах та — ырӑ кӑмӑллӑ! Вӑл ҫавӑнтах чарӑнчӗ. (Хӗрарӑм куҫӗсене хӑвӑрттӑн хупса илчӗ.) Юратьчӗ-ши унпа халь телефонпа калаҫма? Вӑл вара майортан пӑртак иртсе кайнипе те пулин ӑшне пусарчӗ, анчах, майоршӑн пулсан, ун пекки ниме те пӗлтермест. Юлашки ҫапӑҫусенче вӑл, ман шутпа, хӑйӗн йышне самаях чакарчӗ… Анне каҫ пуличченех валашка умӗнчен каймарӗ, юнлӑ ал шӑллисене ҫуса тасатма ӗлкӗреймест. Ҫавӑнпа та вӑл, борт ҫине ура ярса пусиччен малтан, ҫапла каласа хучӗ: — Ан пӑшӑрханӑр, тусӑмсем, чӑтӑмлӑ пулӑр! — Кӗтер-ха кӑштах, мӗнпе пӗтет. Эсир хуть ӳссе ҫитӗннӗ пулин те пӗчӗк ачах пулса юлнӑ; ӳссе пынӑҫемӗн эсир пӗчӗкленетӗр. Ыйтӑр-ха хамӑр йышши пуян ҫын арӑмӗсенчен, мӗн калӗҫ вӗсем сире? Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Ярцев уҫҫӑнах ӑнланса илчӗ, ӑна персе пӑрахаҫҫех ӗнтӗ, тӑхтаса тӑрас ҫук, часах персе пӑрахаҫҫӗ пулмалла. Кунашкал юмӑҫ яма ялти кашни кинемиех пултарать. — Эпппин мӗнле пурӑнать-ха унта манӑн ватти? — Вара эсир ӑна допрос тума камерӑна кайрӑр-и? Эпир чӗнмерӗмӗр. Эпир, паллах, персе ӳкернӗ пур кӑвакалсене те тупаймарӑмӑр: ҫӑмӑллӑн аманнисем шыва чӑмса пытанаҫҫӗ; теприсем, тӳрех вилсе кайнисем, ҫав тери ҫӑра майер ӑшне ӳкеҫҫӗ те, вӗсене Ермолайӑн кушакӑнни пек витӗр куракан куҫӗсем те шыраса тупаймаҫҫӗ; анчах ҫапах та кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗлелле пирӗн кимӗ тӳпеленсех кайӑкпа тулса ларчӗ. — Хӑвӑр каютӑна кайӑр та, пирӗн решенине кӗтӗр, — терӗ ӑна Гленарван. Альбина, дипломатиллӗ йӗркесене асра тытса, старик пӳлӗмӗнчех юлчӗ. Эпӗ сывалатӑп та, алла хура тутӑрпа ҫыхса янӑскер, Тверь бульварӗ тӑрах уҫӑлса ҫӳретӗп. Паллах ӗнтӗ, ку ӗҫе вырӑсла майпа — калама ҫук начар лартнӑ… Апла пулсан, эпӗ сире пӗр пӗлӗш старик патне илсе кайӑп, тӗлӗнмелле лайӑх эмелҫӗ, — килӗшетӗн-и? Хыпӑнсах кӗтнӗ: вӗсен темскер лайӑх мар пулнине пурте ӑнланнӑ. — Шыв ҫинче выртаҫҫӗ, ачам! Е пӗр-пӗр юрӑ кӗнеки пулӗ-ха, хуторта авӑ… — Ҫын пурӑнма пӗлет-тӗк — ун ҫине ҫиленеҫҫӗ, унтан кӗвӗҫеҫҫӗ; пурӑнма пӗлмес-тӗк — ӑна ним вырӑнне те хумаҫҫӗ, — терӗ вӑл шухӑша кайса, мана ҫӗклентерсе хӑй патнелле туртса тата мана куҫран йӑл кулса пӑхса. — Ну, эпир сана йӗкехӳресем тупса паратпӑр. Кунта кӑна, ҫак сӑрӑ дача патӗнче ҫеҫ, шӑп, пӗр нимӗн те илтӗнмест. — Мӗн, carinо? Вӗсем вӗренмелли винтовка, икӗ штык илнӗ те, Гришутка ертсе пынипе, ҫӗрле армана вӑрттӑн ҫавӑрса илсе, тискер кайӑка кӗтсе тӑнӑ. Виҫӗмкун каҫхине тухса кайрӗ те, унтанпа ҫук-ха. — Ун ҫинчен: вӑл такама юратнӑ та ыттисем ҫине пӑхмасть те, теҫҫӗ вӗт? Акӑ пӗтеҫҫӗ ӗнтӗ, нимсӗрех пӗтеҫҫӗ!» терӗ вӑл пӗтӗм чун-хавалӗпе, унтан аялалла, Днестр ҫуталса выртакан ҫӗрелле пӑхрӗ. Вӑл утнӑҫемӗн хытӑрах утать, тӗллӗн-тӗллӗн чупса та илет. — Чарӑн ӗнтӗ! — тарӑхса ҫитрӗ Ольга. Аллипе «куҫа курӑнми ҫипе» татнӑ пек сулкаласа, вӑл макӑрас пекех каласа хучӗ: — Акӑ, ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӑхӑтсӑр вилетӗп! Приказчик пек этемӗ хуллен, лӑпкӑн ыйтрӗ: — Эсӗ ӑна ман ҫинчен калатӑн-и-мӗн? — терӗ. — Эс суятӑн! — терӗм эпӗ. Мӗн курмалла пулӗ вӑл мӗскӗн хӗрӗн?» — терӗ генерал. Эпӗ: Белогорск крепӑҫӗ инҫере мар, ҫавӑнпа та ваше превосходительство халех, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑрах, вӑл крепӑҫӑн мӗскӗн ҫыннисене хӑтарма ҫар ушкӑнӗ ярӗ тен, терӗм. — Мана качча пыратӑн-и? Ӗҫ пӗтрӗ ӗнтӗ. Тата тепӗр вырӑнтан ҫеҫ чипер иртсе каясчӗ… Елена Рендич ҫине пӑхса илчӗ. Ытла салхуланмалли сӑлтав та ҫукчӗ. Эсӗ мӗн тӑвасса — ыйтать-и, ҫук-и, тесе кӗтрӗм. — Тӗрӗс, Топал-Хасан, ҫапла кирлӗ, ҫак арманти ват йӗке хӳрене ҫыхса пӑрахар-ха; эпир кунта мӗн тунине ытла курасси килет пулсан, ан тив, пӑхса тӑтӑр… Тепри вара, Ерофей Кузьмич тем пек пуҫне ҫӗмӗрсен те Ольховкӑра тупӑнмарӗ. — Ман хамӑн пичче те матрос, ҫавӑ ҫеҫ. Чан сассипе тата инҫетри юрӑпа хутшӑнса илтӗнекен ҫил касси ӑна ҫак ҫӗр-шывӑн аваллӑхӗ е унӑн тӗтреллӗ те тӗлли-паллисӗр пуласлӑхӗ ҫинчен темӗнле тунсӑхлӑ кивӗ юмах каласа панӑн туйӑнать. Хуҫа килсе кӗчӗ, шухӑшлӑн кукленсе ларса, кухарка питне пӳрнепе хыпашласа пӑхрӗ те:— Чӑнах та вилнӗ… мӗн пулчӗ-ха? — терӗ. Инҫе! Пурте курасшӑн ҫунчӗҫ. Тетка хайхи «талант» сӑмаха вӗренсе ҫитнӗ. Ухутара кирек хӑҫан та ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр малтан сиктерсе пынине курса, кӳршисем ун ҫинчен пурте пӗр ҫӑварпа, унран нихӑҫан та йӗркеллӗ столоначальник пулас ҫук, тенӗ; хӗрсем ун ҫине хӑш чухне пӑха-пӑха илнӗ, тепӗр чухне куҫ сиктермесӗр те пӑхса тӑнӑ; анчах Алексей вӗсемпе пӗрле сахал пулкаланӑ, лешсем Алексей пӑхман пирки унӑн ӑҫта та пулсан юратнӑ хӗрӗ пур пулӗ тесе шухӑшланӑ. «Ҫын тени йӑнӑш тӑватех ӗнтӗ, — шухӑшлать Буриш, — Петӗр те, Павӑл та йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Хӑрарӗ-ши вара вӑл унтан? Вӑл манпа питӗ ачаш, кӑмӑллӑ, — мана хисеплет те пулмалла. Суворовпа тантӑш пулнӑ пулин те, хӑшпӗр каретӑсем автомобильсенчен те меллӗрех. Анчах халӑх ушкӑнӗ уҫӑмсӑррӑн сӗрлеме пуҫларӗ, кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ: — Тӑван килӗпе сывпуллашма та пулин ирӗк парсамӑрччӗ ӗнтӗ! — Эсӗ ан ухмахлан-ха, Андрей! Эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, ял ҫыннисем пирӗн ҫине тӑшманла пӑхаҫҫӗ. Хресченсем кӗперсене ишеҫҫӗ, урапасене ватаҫҫӗ, пусмасене хуҫаҫҫӗ, ҫӗмӗрме май пуррине пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе ватаҫҫӗ. Хула тӗрӗс тӑваткӗтеслӗх евӗрлӗ; хула хӳмин кашни енӗ тӑршшӗ пилӗкҫӗр фут. Сирӗн ирӗкӗре хирӗҫ сире ытлашши тытса тӑмӑп эпӗ — сӑмах паратӑп сире. Чӳрече патӗнче Леноре фраун шурӑ кӗлетки курӑнса кайрӗ, Джемма ӑна тутӑрпа сулчӗ те, лашасем тапранса кайрӗҫ. — Кӳлӗнмелле. Манӑн, пӗлетӗр-и, варли ҫакнашкал тӗрлӗ ҫимӗҫе чӑтма ҫук хытӑ кӑмӑллать. Мӗнле йывӑр та епле хуйхӑртать иккен ҫавӑн пек вилӗм! Кунта ни касаматсем, ни вӑрттӑн ҫӳремелли шӑтӑксем, ни пит тарӑн канавсем те ҫук, эскарп, гласис таврашӗ те ҫук — крепоҫе аса илтерекенни ним те ҫук тенӗпе пӗрех. Икҫӗр лаша тӑмалли аслӑк-вите йӗри-тавра тропикре ӳсекен алгароби вуллисенчен шалҫа карта тытса ҫавӑрнӑ. Эпӗ ҫак паллашусен ҫыххинчен тухса ӳкетӗп. Зухин пичӗ те ҫӗрле ҫавӑн пек тӑруках улшӑнса кайрӗ. Тинех кун пуҫланать. Тропикра хӑвӑрт ҫутӑлать. Аякран пӑхсан, унӑн сарлака палуби ҫинче халӑх кӗшӗлтетнӗ пек туйӑнать. — Эй, лавҫӑ, тӳрех обер-полицмейстер патне илсе кай! — Мӗн евӗрлӗ ҫав пӗлӗтсем? — ыйтрӗ те Зинаида, эпир мӗн каласса кӗтмесӗрех хӑй каларӗ: — эпӗ ҫапла шутлатӑп: вӗсем Антоние кӗтсе илме каякан Клеопатрӑн ылтӑн карапӗ ҫинчи йӗпкӗн хӗрлӗ парӑссем евӗрлӗ. Асту, Пешков, икӗ куҫпа пӑх та виҫҫӗшӗпе кур… Вӑл ҫак ӑнланмалла мар ҫын чӑнах та ухмаха ернине ытларах та ытларах ӗненсе пычӗ. Ҫапах та Марспа Юпитер хушшинчи вырӑн пушӑ мар иккен! Вӑл Корчагин каланине пӗтӗм организацири лару-тӑрӑва хыттӑн критикленӗ пек тата Цветаевӑн авторитетне пӗтерме тӑрӑшнӑ пек ӑнланчӗ, ҫавӑнпа вӑл монтёра ҫӗмӗрсе тӑкма шутласа хучӗ. Ҫуртна ӑҫта лартатӑн-ха? Ӑша ҫунтаракан чӑнлӑх Ӑнсӑртран пулнӑ япала ҫеҫ Кольхауна хӑйӗн ӑшне ҫунтаракан чӑнлӑха пӗлме пулӑшрӗ. Шеллетӗп эпӗ сана! Автан чӗтресе ӳкрӗ, анчах ҫуначӗсене сарса яма та ӗлкӗреймерӗ — унӑн юнланнӑ пуҫӗ усӑнса ҫапкаланма пуҫларӗ. Мӗн пӗлтӗр вара? — Ҫук, ҫук! — тесе кулкаласа хирӗҫлеме пуҫларӗ Морис. — Ӑҫта-ши ӗнтӗ, ӑҫта ҫӳрет-ши ӗнтӗ халь ман улпут? — терӗ Никита, сӑмахӗсене тӑсарах, халӗ те-ха кӑштах хӗрӗнкӗскер. — Итлӗр-ха, Катерина Сергеевна: ку, чӑннипе шутласан, кӳренмелле-ҫке-ха. Анчах ҫав самантра мана тумланмалли пӳлӗмре мар пек, сцена ҫинчи пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен Иван Павлыч хӑй сӑмахне каласа пӗтерме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, лутра алӑк уҫӑлчӗ те, алӑкӑн ҫиелти хушӑкӗнчен тивес мар тесе пӗшкӗнсе фон-Вышимирский кӗчӗ. Сире кулӑшла, — терӗ Ванюш ҫиленнӗ сасӑпа. Алексей вӗсене пулӑшма ыйтса кӑшкӑрасшӑн, вӗсем патнелле ыткӑнасшӑн, хуть аллипе пулин те сулса систересшӗн, анчах пултараймасть. Тен, эпӗ мӗнле те пулин граф е генерал пулӗ, ахальтен анчах хам титулярнӑй советник пек туйӑнатӑп пулӗ? Ҫак сӑмахсене илтсен, Иван Иванович кӗҫех вилсе каймарӗ. Андрей пӳрте кӗчӗ. Унтан вара батальон командирӗ Шаракшанэ капитан, ҫӳлӗ те вӑр-вар ҫаврӑнкалакан бурят, тем ҫинчен салтаксемпе калаҫма тытӑнчӗ. Эпӗ кукамая хам пароход ҫинче епле пурӑнни ҫинчен каласа йӗри-тавра пӑхса тӑратӑп. Ҫапах та, ун телейне, ҫак самант нумая пымарӗ, Сергей, шухӑшласа-туса тӑмасӑр, тарӑхнипе шари ҫухӑрса, макӑрса ячӗ те, сехри хӑпнипе ним пӗлмесӗр, подвал патӗнчен ҫула-мӗне пӑхмасӑр инҫетелле чупса кайрӗ. — Пирӗн комбат! Исполкомран ҫул урлӑ ларакан готически стильпе тунӑ костёлӑн ылттӑнланӑ хӗресне хӗвел ҫиҫтерсе ҫутатать. Эпӗ хамӑр ҫуртри шурӑ кӗсре йӗп ҫӑртине ҫип тӑхӑнтартнине куртӑм (сӑнаса пӑхас тесе йӗппине ӑна хам патӑм). — Эсӗ хӑвӑн библине пӑсни ҫинчен каларӑм-ҫке сана. Аран-аран! Халӑхпа пӗрле кайсан пире пурне те хӗвел антратса ярӗ. Унта кӑвак кӑранташпа, сайран чарлаттарса, ҫапла ҫырса хунӑ: «Лиза! Панама ӑшне пӑхсан, сунарҫӑ икӗ клеймо курнӑ — пӗри ҫак шлепкесене тӑвакан фабрикантӑн клейми, тепри алӑпа «Генри Пойндекстер» тесе ҫырнӑскер. Характеристика ҫинче «партишӗн пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса ӗҫлет» текен сӑмахсем хыҫҫӑн Аким: «Парти. дисциплини тӗлӗшӗнчен хӑйне хӑй лайӑх тытать, питӗ сайра хутра ҫеҫ ытла хӗрсе каять. Дик кӗсье хунарне те илчӗ, анчах карап сӑмсинчи каютӑра упраннӑ географи карттисем пурте йӗпеннӗ, вӗсемпе усӑ курма май ҫук. Казармӑна кӗрсен, хӑйне евӗрлӗ йывӑр сывлӑш, темиҫе ҫӗр ҫын харлаттарса ҫывӑрнӑ сасӑ мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ, хамӑра ертсе пыракан салтакпа пуринчен малта нарсем хушшипе ҫирӗппӗн пуса-пуса утакан Зухин хыҫҫӑн пынӑ мӑй, эпӗ кашни рекрут ҫине ҫӳҫенчӗклӗн пӑха-пӑха илтӗм, кашнинех Семеновӑн ман асра юлнӑ сарлака та тӗреклӗ кӗлеткипе танлаштартӑм, эпӗ унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ тӑрмаланчӑк пулнине, шурӑ шӑлӗсене, йӑлтӑркка куҫӗсем салхуллӑ пулнине астӑватӑп. — «Геройсем», «геройсем!» — Ну, тӑванӑм, мана ку паллӑ мар, тен, эсӗ Турцие кайма хатӗрленнӗ… Виҫҫӗмӗшӗ — хӑйне юрами пулчӗ, тӑвӑр, теприне халлӗхе памасӑр тӑратӑп-ха. — Тарӑн-и? Анчах Алексей нимӗн те илтмерӗ. Гленарван анса та ӗлкӗреймерӗ, горница алӑкӗнчен Эленпа майор ӑна хирӗҫ сирпӗнсе те тухрӗҫ, ҫамрӑк хӗрарӑм упӑшки ҫине пырса уртӑнчӗ. Каяр унта, сӑртсем хушшине, сӑртсем хушшине! — Эпӗ нимпе те пулӑшаймӑп-и хамӑн Дик тусӑма? Кунтан хулана ҫитме сакӑр ҫухрӑм. «Отряда хӳшӗ патнелле ҫул кӑтартса янипе мӗн турӑм-ши? — Расхутне кам ҫине ҫырма хушатӑр? Пиллӗкмӗш ҫул — пӗр никам та. Анчах хӗрсем ӑна итлемеҫҫӗ. Вӑл тӑнласа итлерӗ, анчах час-часах мӑкӑртаткаларӗ: — Э, пустуй! «Ун пирки калаҫсан инкек курма пулать», — терӗ вӑл. Мария Гавриловна унӑн сӑмахне пӳлсе:— Вӑл чӑрмав пирӗн хушшӑмӑрта яланах пулнӑ, эпӗ сирӗн арӑм пулма нихӑҫан та пултарайман… — тенӗ. Ав леш ҫаврака та хӗрлӗ питлӗ хӗрарӑма вӑл ҫав ушкӑнсем хушшинче ӑмӑрту пуҫласа яма сӗнмелле… Халӗ тата, пӗлетӗн-и, мӗнле кӑтарту пур? Ачашланас килнӗ-мӗн унӑн… Эпӗ хӑйне мӗнлерех ачашланине паян кунччен те манайман пулас-ха вӑл, ҫапларах пулма кирлӗ. Мисс Жаксон, Лиза кулманнине кура, лӑпланнӑ, Лизӑна чуптуса илнӗ, унпа килӗшнине палӑртса, ӑна пӗр банка англи белили панӑ, Лизӑ ӑна уншӑн чунтан тав тунӑ. Старик ӑнтӑхса кайрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах яланах йӑвашшӑн ҫӳренӗ Тойба карчӑк Саломыгӑна кашкӑр ами пек ҫавӑрса илчӗ. Ачаран икӗ утӑмра йывӑҫ турачӗсем чаштӑртатса сирӗлчӗҫ. — Телейлӗ… Акӑ Арчаковский поручик калать, дуэль — ниме тӑман япала, тет. Панталеоне бутылкӑна урайне лартса чупса тухрӗ те ҫавӑнтах икӗ щетка илсе килчӗ — пӗри ҫӳҫ щетки, тепри тумтир щетки. Халӑх аслӑ ҫынсем хӑйсене пӗр шеллемесӗр ӗҫленин йӗрӗсене курса туйма юратать, мӗншӗн тесен аслӑлӑхӑн виҫи паттӑр ӗҫ туни мар-и-ха? Ӑна виҫӗ ҫутӑ — иккӗшӗ шыв ҫинче, пӗри ҫӳлте, пирӗн ҫинче ҫакӑнса тӑрса ӑсатаҫҫӗ; ман ҫывӑхрах, пӗлӗтсем айӗнче, ылтӑн караҫсем пек тата тӑватӑ ҫутӑ шуса пыраҫҫӗ, вӗсенчен пӗри — пирӗн баржа мачти ҫинчи фонарь ҫутти. Нумайранпах ӗнтӗ учёнӑйӑн хӑйӗн чертёжӗсем тӑрӑх тунӑ канлӗ кроватьсемпе юнашарах походсене илсе ҫӳреме тунӑ хутлатмалли койкӑсем те тӑнӑ. — Кӑштах перкелешнӗ пек пулчӗ, — ытахальтен тенӗ пек ҫеҫ ответлерӗ Юргин. Хӑй ҫав хушӑрах эрехе стакансене ячӗ, омлета вилкӑпа икӗ пая пайласа касрӗ, Воропаева, ӗҫме тата ҫыртма чӗнсе, аллипе сӗлтрӗ. Исполком председателӗ халь кӑна килнӗ телеграммӑна вуласа тухать. Халех ҫырса ярӑп ӑна эпӗ. Час-часах вӑл мана: «Карл! кӗр кунта, ман пӳлӗме», — тетчӗ, вара вӑл ыттисене систермесӗр мана чуптӑватчӗ. — Гусев ҫаврӑнчӗ те аялтанах — ҫӗр ҫумӗнченех — вирхӗнсе чупакан чӗр чун еннелле шаплаттарчӗ; сайра йӑрӑмлӑ хӑмӑр ӳт, тӑватӑ ура кӗтесленсе ҫӗкленнӗ. Унӑн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче темле япала та пурччӗ. Ҫав хушӑрах тата вӑл чиркӳ старости ӗҫне те пӗр-пӗччен туса пыратчӗ. Пролетка тӑвӑр урама кӗнӗ, Фома, хӑйсен ҫурчӗн ҫивиттине аякранах курса, ирӗксӗрех, мӗнпур кӳлепипе малалла туртӑнса илнӗ. Яков Тарассович Маякин тавра пӗр ушкӑн ҫын пухӑнса тӑнӑ, вӗсем, старик шӑппӑн темскер каланине ҫирӗплетсе, усал вӗчӗхӳпе пуҫӗсене сулланӑ. Лилипути ҫыннасем ҫинчен; вӗсен наукисем, законӗсемпе йӑлисем; ачасене пӑхса ӳстермелли система. — Чӑнах, илсе хур. — Ӑна чи пӗчӗк меслет те ҫителӗклӗ… Унӑн талант пуррине эпӗ ӗненместӗп. Гени картинӑсене хӑвӑрт та хӑюллӑ ӳкерет. Ӑнланатӑр-и эсир — приговорне Петербургра тата судченех ҫырса хатӗрленӗ. Кирек хӑҫан та килӗштерменни хӗрарӑмсенчен килет, вӗсен те хӗрарамсенченех пуҫланса кайнӑ. Эпир тухса кайнӑ чухне шхуна 82°55' широтара юлчӗ. Ӗмӗрне сиксе ӳкмен майор та пулин куҫҫуль кӑлармасӑр чӑтса тӑраймарӗ, куҫҫулне вӑл вӑрттӑн шӑла-шӑла илет. Паганель вара куҫҫуль тухнишӗн вӑтанса тӑмарӗ, вӑл пӗчӗк ача евӗрлех уласа йӗрет. Манӑн шутпала вӑл ҫак вӑйӑна нихӑҫан та юратман… — Унтан килнӗскер вӑл. Марья Ивановна, хӑранипе, тӑпах чарӑнса тӑнӑ. Ҫакӑн пек позӑпа ларса, вӑл, пӗчӗкскер, резина пек пиҫӗскер, хӑйӗн сӑмахне пуҫланӑ: — Студент Сачков, манӑн вӗрентекен пулнӑскер, — халӗ вӑл медицина докторӗ, винтёр тата холоп, — ӗлӗк чух, эпӗ уроксене лайӑх вӗренсе пырсан, ҫапла калатчӗ: «Маттур, Коля! Акӑ анне те килчӗ, йӑмӑка аллинчен ҫавӑтса кайрӗ, эпӗ вӗсен хыҫӗнчен чупрӑм. Эпир кӗнӗ пӳлӗме хӑмапа пӳлнӗччӗ. Хам ӑшӑмра ӗнтӗ манӑн пӗр-пӗр Васко Нуньес Бальбоа пекки пулас килетчӗ. — Чирлех иккен. Турӑш патне пырса чӗркуҫленчӗ, хӑй пӗлнӗ сӑмахсемпе кӑна кӗлӗ тума тытӑнчӗ… Вӗсем ун чухне улттӑн, вӗренӳре кая юлса пыракансем, кухньӑра пуп пырасса кӗтсе ларнӑ. Вӗсене пуп хӑйӗн хваттерӗнче урок калаттарнӑ. — Мана сирӗн патӑрта тупсан, мӗн пулӗ вара сире? Басаврюкӗ вара, Петро аллине кӗреҫе тыттарса, хушса хучӗ: «Алт ҫакӑнта, Петро. Кунти чухлӗ ылтӑна эсир Коржпа иксӗр халиччен тӗлӗкре те курман. Ахӑртнех, вӗҫсӗр кулкалакан ҫак ҫын пӑтӑ тутине те туймасть пулӗ, мӗншӗн тесен сӳрӗккӗн, пӑхмасӑр кӑна ҫиет, ҫӑварӗ патне е пушӑ кашӑк, е ытлашши тулли кашӑк иле-иле пырать. Мӗн вӗсем ҫине пӑхмалла? Халл капитан кирлӗ хатӗрсене майлаштарма хушрӗ. Теплерен пӗрре кӑна, Даша инке «пурнасшӑн мар вӑл, ҫавӑнпа ҫимест» тенине илтсен кӑна, анне темскер мӑкӑртатса илчӗ, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Леш вара унӑн кашни сӑмахне тимлесе итлерӗ, хӑйне мар, ҫак пассажира шутланӑ капитан вырӑнӗнче пек туйӑнчӗ. Андрей суфлер лармалли шӑвӑҫран тунӑ будка умӗнче тӑрать. Эпӗ унтан икӗ таса кӗпе пама ыйтрӑм. Вӑл кӗпесене ҫав тери лайӑх ҫуса тасатнӑччӗ, ҫавӑнпа вӗсем ман ӳт-тирӗме те варалама пултараймаҫҫӗ тесе шутларӑм. Стойко, колхоз председателӗ, астӑватӑр-и, вӑл хӑрах алӑсӑр, ҫӳллӗскер. Ҫапкаланчӑк Тельмарш канӑҫсӑр этем вӗт. Старик ҫеҫ, ҫаплах хурчкана кӗтсе тата уринчен ҫыхса лартнӑ копчика кӑрт-кӑрт турткаласа, чинара айӗнче ларса юлчӗ. Хурчка йывӑҫ ҫинче ларать, анчах чӑх патне анмасть. Ҫапах та эпӗ ӑна чӗнсе илтӗм. Геологи енӗпе сӑнакаласа пынӑ хушӑра эпӗ мӗн чухлӗ кайнине те мантӑм. Ман атте питӗ нумай вӗреннӗ ҫынччӗ, шеллингианец, калаҫнӑ чухне е ҫырнӑ чухне вӑл яланах уҫӑмлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курман… — Андрей Петрович, — пӳлчӗ ӑна Елена, — пӗлӳ ҫителӗксӗр пулнӑшӑн каҫарӑр мана, шеллингианец тени мӗне пӗлтерет-ха вара вӑл? — Петлюровецсем калла килес пулсан, мӗн пулӗ вара? — ыйтрӗ Валя шӑппӑн, пиччӗшӗ ҫинчен куҫне илмесӗр. — Ҫаплах сунара! Эпир хӑвӑрт картишне чупса тухрӑмӑр, лашасене кӳлтӗмӗр, тепӗр самантран тухса та вӗҫтертӗмӗр… Пуп таврашӗсем вӗрентнӗ тӑрӑх, ангелсем ҫумӑр пӗлӗчӗсем тунӑ пулать, унтан ҫумӑрпа юра ҫутарнӑ, ҫанталӑк йӗркине тытса тӑнӑ, вӗрипе сивве валеҫсе тӑнӑ имӗш… Урама тухсан, Павел ирӗккӗн сывласа ячӗ те кепкине пусарах лартрӗ. — Ну, ҫӗр вӑтӑр… — Шарлас марччӗ хуть, путсӗр! — Ку манӑн юратнӑ ӗмӗтӗм. Вӑл кунсенче нимӗҫсем Мускав ҫине наступлени тума тытӑннӑччӗ. Анчах ҫав октябрьти наступлени путланса ларнине ӗненесшӗн марччӗ. Таҫтан, ахӑртнех, пӗчӗк тип ҫырмаран, кайӑк тунсӑхлӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ: «Ҫыврас, ҫыврас, ҫыврас!» Тепӗр ту тӑррине Попокатепетль теҫҫӗ, унпа вара Нина Капитоновнӑна чӗнесшӗнччӗ, анчах Катьӑн ку ӗҫӗ тухмарӗ. Ҫавӑнтах Катьӑпа иккӗшӗ питӗрӗнсе илсе калаҫма тытӑнчӗҫ. Иван Иванович хӑйне хӑй тыткалайми пулчӗ: тути чӗтрерӗ, ҫӑварӗ, хай, ижица саспалли пекчӗ те унӑн, ӗнтӗ О саспалли майлах пулса тӑчӗ: куҫне васкавлӑн мӑчлаттарса тӑна май хӑратассах ҫитерчӗ. Тыткӑна лекнисене тимӗр чӳрече хуппине ҫӑтах хупнӑ пӗчӗкҫеҫ чавсаная тӗртсе кӗртрӗҫ. Анчах Нина Капитоновна столовӑя тепӗр тӗрлӗ апат илсе кайнӑ чух вӗсем мӗн тума шутланине питӗ лайӑх ӑнлантӑм. Вӗсем хытӑ кӗрлесе, юр вӗҫтерсе оборона патнелле килеҫҫӗ. — Мӗн ятлӑ вӑл ҫын? — хистерӗ Уэлдон миссис. Манпа вӗсем кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ, хӑйсен капитанӗ мана Лиссабона ҫитерме килӗшет пулӗ, унтан вара эсӗ тӑван ҫӗршывне те ҫитме пултарӑн, терӗҫ. Икӗ матросӗ каялла карап ҫине кайма, унта капитана хӑйсем мӗн курни ҫинчен пӗлтерме, вара капитан мӗн хушнине килсе пӗлтерме пулчӗҫ. Мана вӗсем, эпӗ тармастӑп тесе тупа тумасан, хӑйсем патӗнче вӑйпах тытса усрасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл костылӗпе стена ҫумне таянса карап силленнине те туймасӑрах, хытӑ ҫӗр ҫинче тӑнӑ пекех, апат пӗҫернине курса тӑма теме тӑрать. Сӑн-пичӗ килӗшӳллех мар пек. Сӳрӗк те сахал сиккелекенскер, вӑл пӗрре пӑхнипех хӑй патне туртмарӗ. Ох, эсир те юрататӑр ӑна, пӗрре курсанах юратса пӑрахатӑр! Марийка вӑрт сиксе тӑчӗ те ҫилӗллӗн ыйтрӗ: — Мӗн кирлӗ сире? Йӗри-тавра ылтӑн, мрамор, хрусталь, пурҫӑн, ҫутӑсем, алмаз, чечексем, ырӑ шӑршӑ, пӗтӗм янкӑслӑх паллисем». Мӗншӗн халиччен те тырруна кӳрсе памастӑн?» — тесе янӑ пулӗччӗ, анчах Ванюшка Найденов авӑ, кил хуҫисен сӑнӗ-пичӗсенче кӑшт сивӗрех кӑмӑл палӑрнине асӑрхаман пекех, йӑл кулса:— Ҫӑкӑр-тӑвар умӑрта пултӑр! — терӗ. Ҫак лесовод ырӑ та усӑллӑ ӗҫсем тӑвакан ҫын пулнине ӗненес те килмест. Ун хыҫӗнчен Салрмыга та тапса сикрӗ. «Епле кӑмӑллӑ вӑл», — тесе пӑшӑлтатса илчӗ Луиза хӑй ӑшӗнче. Пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ. — Епле-ха капла, тухтӑр? — Мӗн эсир, Робинсон, пӗлместӗр-и вара? — тавӑрчӗ Эбнер Шеклфорд. Ӑслӑ йытӑ ӑна питех те лайӑх ӑнланчӗ. — Эй, мӑнакка, мӗн унта, сирӗн ҫурӑмӑр хыҫӗнче! Кунта чутун ҫул ҫинчи мародёрсен темӗнле киревсӗрлӗхне те курса тӳснӗ чӑн-чӑн спекулянтсен компанийӗ вырнаҫса ларнӑ пулас. Ҫак самантра вӑл хӑйӗн туратлӑрах туйипе шӑлан тӗмине икӗ еннелле сирчӗ те вӗсен умне вара, хай: каларӗш, чӑх уриллӗ пӳрт тухрӗ ларчӗ. Тӗрӗс, Лёша, чӑнлӑх санра, васка! Ку гремучая тиекен ҫӗлен пулнине, вӑл сӑхсан ҫын вилнине, эпӗ ун чухне асра та шутламан. Юлашкинчен эпӗ юман евӗрне килекен йывӑҫсен чӑтлӑхне кӗтӗм. Мойсей Мойсеич куласса кулчӗ-ха, калаҫасса калаҫрӗ, хӑй вара пурпӗрех хӑраса та шанӑҫсӑррӑн Соломон ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Ирӗксӗртен тенӗ пек кӑна хаҫат вуласа тухрӑм, расписание пӑхрӑм, виҫҫӗмӗш класри буфетра чей ӗҫрӗм. Ют ҫын ӑна мӗн калани илтӗнмерӗ, ҫапах та Ступа ҫавӑнтах хӑйсен ҫыннисем патне таврӑнчӗ те ҫапла каласа пачӗ: — Вӑл манран: мӗншӗн эсӗ ҫав териех йӗрӗнчӗк те ирсӗр? — тесе ыйтрӗ. Анчах вӗсен хушши ӳснӗҫемӗн туртӑну вӑйӗ те сахалланнӑҫемӗн сахалланса пырать. Ҫумӑр пӗлӗчӗн мӗлки ӳкнипе тӗксӗмленнӗ ҫеҫенхир пӗр сас-чӗвӗсӗр ҫанталӑка пӑхӑнса, ҫумӑр кӗтсе выртать. Сухалама ӳкнӗ пуссӑн тепӗр енче вӑл чарӑнса тӑчӗ, кӑмӑллӑн пулин те кӳренерех калаҫма пуҫларӗ: — Пӗтӗмпе илсен — пырать, анчах тикӗс сухаламан, ача сухаланӑ пек: вырӑнӗ-вырӑнӗпе тарӑн, хӑш ҫӗрте ӑшӑхрах пӑртак, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вара пачах тарӑн. Вӑл каҫхине ман пуҫӑм экзамен вӑхӑтӗнчи пек таса ӗҫлерӗ, ҫурма сӑмахранах пӗтӗмпе ӑнкарса та туйса илтӗм. Халь сасартӑк аса илтӗм эп ӑна. Акӑ мӗнле тӑрать ыйту хальхи самантра! Вӑл пит хӗрӳллӗн те ҫыхӑнусӑр калама тытӑнчӗ. — Эпӗ виҫӗ ҫул разведкӑра служить тунӑ! Вӑл хӑйне хӑй чипер тыткалама пӗлекен, вӗреннӗ ҫын пек туйӑнать мана. — Килӗшӗп-и эпӗ? — терӗ вӑл. Анчах та хамӑр пӳртсен вырӑнӗнче чечек пахчи туни, нянькӑсем пӗчӗк ачасене кипкепе чӗркесе тенкелсем ҫинче чул кӗлеткесем пек ларни мана пуринчен ытларах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ытла та тӗлӗнмелле! — Пирӗн йӗрсем тӑрӑх малалла та кайрӑн-и вара? Марьяна шутласа тӑчӗ. Ку вӑл унӑн вырӑнсӑр шухӑшӗ: ӑна ҫынсем хӑйӗнчен кулнӑ пек туйӑнать. Мӗнрен кулма пултарнине эпӗ ҫаплах ӑнланаймарӑм. * * * Ҫак тӗлӗнмелле процесси мустангерӑн ҫурчӗ патне пырса ҫитнӗ чух ӗнтӗ тӗттӗм пулса кайнӑ. Мӗн пур-ҫукран хӑрать, пурин ҫине те шикленсе пӑхать, ачасенчен те ӑсран тухнӑ пек тарать. Дневниксене уҫа-уҫа пӑхса эпӗ хӑшпӗр страницисене ыттисенчен лайӑхрах, ӑнланмалларах ҫырнине тавҫӑрса илтӗм, сӑмахран, тухтӑр ӳкерсе илнӗ приказ. Тем тесен те — клуба каяс пуль… — Эпӗ ҫакӑн пек пуласса пӗлсех тӑнӑччӗ, — терӗ Том. Анчах ҫакӑ пире нимӗнле усӑ панине те курмарӑм эпӗ. — Пӗтрӗ пирӗн Сухая Поляна, — хӑйӗн калавне вӗҫлерӗ кил хуҫи арӑмӗ. — Ӑҫтан пӗлес манӑн? — тенӗ лешӗ. Анчах унӑн жилеткине кӑмӑлламастӑп! Унӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗк йӗрӗсем атӑ кунчи ҫинчи хутламсем пекех тӗлӗнмелле тарӑн пулнӑ, сарлака янах шӑммиллӗ пичӗ ватлӑха пула ҫаралса юлнӑскер, пемза текен тинӗс кӑпӑкӗ тӗслӗ пулса тӑнӑ, сӑмси — губка пек шӑтӑклӑ-шӑтӑклӑ. — Ай-ай, хитре марччӗ те эсӗ! — терӗ пӗчӗк Джек. Анчах Аркадий мӗн калӗ-ха? Урапа ҫинче пӗр лаша ларать, вӑл питех те паллӑ та чаплӑ лаша пулмалла. Анчах ку ӗҫ ҫӑмӑлах мар, эпир нимӗн те тӑваймасӑр алӑсене ҫеҫ пӗҫертрӗмӗр. Пӗчӗк старик кӑштах ҫӗкленчӗ те:— Сире сӑмах калама памастӑп! — тесе пӗлтерчӗ. Мӗн тума кирлине — ту, правлени яланах пулӑшса тӑрӗ. — Ну, ҫитӗ, — пӑшӑлтатрӗ Аркадий, хӑйӗн тусӗн аллине вӑрттӑн чӑмӑртаса. Тепӗр икӗ эрнерен, ҫамрӑксем ашшӗпе пӗрле каллех килсен, Эвелина вӗсене сивлек кӑмӑлпа кӗтсе илчӗ. Ун пек ҫитсе ҫапӑнсан, вӑл ҫын ҫапӑнса ӳкмелле пулнӑ… — Этем пӗтӗмпех ӑнланма пултарать. Эфир мӗнле чӗтренине те, хӗвел ҫинче мӗн пулса иртнине те ӑнланать; анчах тепӗр ҫын хӑйӗнчен урӑхларах сӑмса шӑнкарнине вара ӑнланма пултараймасть. Ун умӗнче хӑй пекех ир тӑрса тухнӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетсе ҫӳренӗ; Крэнкбиль пекех чухӑнскерсем, мостовой ҫине апат шырама тухнӑскерсем пулнӑ вӗсем; хӑйсем пӗрре кӑна мар илтнӗ сасса, «Купӑста! ҫарӑк! кишӗр!» тесе кӑшкӑрнине илтсен, вӗсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сывлӑшалла ҫӗкленнӗ. Ну, ун хыҫҫӑнхи икӗ кун питӗ чӑрмавлӑ пулчӗ, мӗншӗн тесен пирӗн пата тӗрлӗрен ҫынсем кимӗсемпе ише-ише пычӗҫ, Джима манран туртса илсе каясшӑн пулчӗҫ, тен, вӑл тухса тарнӑ негр теҫҫӗ. Вокзал берездовецсен аллинче юлчӗ, ӑна сыхласа тӑнӑ батальон, хӑйӗн составӗнчен аллӑ процент пӗтнӗ тесе хакланӑскер, вӑрманалла чакрӗ. — Эпӗ Сталин юлташа курӑп, тесе шутланӑччӗ. Тен, вӑл кунтан иртсе кайӗ. Аттепе анне алла-аллӑн тытӑннӑ та, тем ҫинчен хуллен калаҫса, хӑна пӳлӗмӗнче уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Сӑвӑ ҫыракансем виҫӗ хутлӑ броня ҫинчен юрлаҫҫӗ; Джемма сӑнарӗ Санина ҫак броня пек сыхласа тӑнӑ. Ҫӗнӗ ҫын сэр, ҫынни вара мӗн калама! Арлан пек ҫывӑрать, туршӑн та. Ҫӗр каҫичченех Джонпа ҫума-ҫумлӑн ҫывӑрчӗ, — терӗ вӑл. Арӑму кӑштах макӑрсан та юрать. Лантенак, Анатри Бретаньпе Анатри Нормандие хӑй майлӑ ҫавӑрса, акӑлчансене ҫул уҫса парасшӑн, унтан вара Вандейӑри пысӑк ҫара, икҫӗр пин хресчентен тӑраканскере, акӑлчансен ҫирӗм пин салтаклӑ корпусӗпе пулӑшасшӑн пулнӑ. Ултӑ дивизи, ҫӗнтерӳсемпе хавхаланса кайса, поляксен тылӗн чӗри вырӑнӗнче тӑракан Новгород-Волынские илме атакӑна хаяррӑн кӗре-кӗре каять. Тепӗр самантран вӑл, бом-брам-рей ҫине куҫса, унти парӑссене хӑвӑрт салтса ячӗ. — Ҫапла, — терӗ тарҫӑ, — нумаях пулмасть ҫеҫ кайрӗ, анчах тухса кайрӗ. Тен, пӗр минут маларах ҫитнӗ пулсан, ӗлкӗрнӗ те пулаттӑр. — Миҫе ҫулта эсӗ? — ыйтрӗ Оленин. Эх, Андрюха, эпир акӑ ҫак вырӑнсемпе каялла кайӑпӑр-ха! Кӑчкӑллӑ турата илсе кайрӗҫ, анчах та салху шухӑшсенчен хӑтӑлма йывӑр пулчӗ: вӑл урасӑр пулса юлни ҫинчен пӗлсен, Оля мӗн калӗ-ши? Ун патнелле полк адьютанчӗ сиккипе вӗҫтерсе килетчӗ ӗнтӗ. Вӑл карап ҫинче пурте йӗркеллӗ иккенне тӗрӗслерӗ: парӑссене тӗрӗс лартнӑ, канат-пӑявсене лайӑх карӑнтарнӑ. Эпӗ кӗҫех кантӑк витӗр урама сиксе тухма хатӗрленсе тӑнӑччӗ, ҫав хушӑра тахши мана алӑран кап! ярса тытрӗ те ӗнсерен темле хытӑ япалапа шан! тутарчӗ. Темиҫе секунд хушши Андрей ҫав шурӑ хурӑн ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ, унтан вара, траншея хӗррине кӑшт ҫеҫ тӗртсе илсе, ҫӗршыва тупа тунӑн, пӗтӗм чун-чӗререн хавасланса та хавхаланса, кӗскен каласа хучӗ: — Малашне те ларӗ! Ҫак кун, ноябрӗн 6-мӗшӗнче, иртен пуҫласа каҫченех ҫулҫӳревҫӗсем темиҫе эстанцинчен те иртрӗҫ, ҫавӑн пекех хыҫа пӗр-икӗ саладеро та тӑрса юлчӗ. — Питех те. Христофор атте пӗчӗк ҫӑкӑр татки ҫине кӑштах вӑлча сӗрчӗ те ӑна ҫӑварне хыпрӗ, вара малалла калаҫма пуҫларӗ: — Павел Апостол калать: ӑнланмалла мар тӗрлӗ вӗренӳпе ан ҫыхланӑр. — Кунта ӗҫсем мӗнле-ха тата? — ыйтрӗ вӑл тулли ҫӑварпа. Хапхи ҫинче аяларах, вӑрҫӑчченхи пек, пурӑнакансен списокӗ курӑнмастчӗ, вара манӑн хваттер номӗрне пӗлес тесе домоуправленине кӗмелле пулчӗ. Ҫапла, курнӑ. Ҫухӑрашса мана пырса тапӑнчӗҫ, ҫийӗнчех лаша ҫинчен сӗтӗрсе антарчӗҫ. Пур линисене те виҫсе ил, вӗсен вӗҫӗсене хут ҫине пӑнчӑсемпе паллӑ ту, унтан пӗр пӑнчӑран тепӗр пӑнчӑ патне линейка хурса карандашпа турт. Малтан тӑрӑхла турт — вӗсем горизонтальнӑй линисем пулаҫҫӗ, унтан урлӑ — вӗсем вертикаллисем. Е уяв-и паян? — Уяв ҫав, Хветут асатте! — тесе хуравларӗ кӳрши, ҫатан карта урлӑ пуҫне кӑтартса. Хулӑм укҫи нумай сӳсе илесшӗн. Акӑ мӗне пӗлтерет! Монсиньор Монтанелли площаде халӑха ирхи салам калама тухнӑ. Ӑна ҫавӑнтах ачасен савӑнса кӗрлекен ушкӑнӗ хупӑрласа илчӗ; вӗсем ӑна тусем ҫинчен татса килнӗ ирис, хӗрлӗ мӑкӑнь тата шурӑ нарцисс чечекӗсем тӑсса параҫҫӗ. Тепӗр инкек пулса тӑнӑ унӑн: Гаврила Гаврилович, хӑйӗн мӗн пур пурлӑхне ӑна пиллесе хӑварса, вилсе выртнӑ. Вӑл каллех каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Унӑн тути ҫурӑлнӑ пулнӑ, сӑмсинчен юн юхнӑ. Темӗнле, ӑсран кайнӑ хӗрарӑм майлӑрах… — ассӑн сывласа каланӑ Ефим. — Тӗлӗнмелле! А эпӗ пултаратӑп. Унӑн кӑмӑллӑ сӑнӗ лӑпкӑ та ӗшенчӗк. Шыв парӑр… — терӗ. — Саншӑн кам пулать вара вӑл? — тесе ыйтрӑм эп пӗррехинче Катьӑран. Халь вӑл пӑлхарсен, ытти хулисенче те пӑлхав хускатасса васкатма кирлине тата лайӑхрах ӑнланчӗ. — Эсӗ халӑх кӗлетне вӑрлӑх килсе хыврӑн-и? — Ну, хыврӑм. Паян ирхине вӑл манпа ҫур сехете яхӑн калаҫса ларчӗ, ҫав тери вырӑнлӑ, интереслӗ калаҫать. Эпӗ сана кӗнекесем парса тӑрӑп, анчах халь манӑн ҫук-ха… Калаҫасса вӑл вирлӗн шӑлса тата йӑлӑхтармалла мар калаҫать. Анчах ҫук ҫав, вӑл пурте пустуй. Апла мар пулнӑ пулсан, хӑв мӗн пирки килнине эсӗ мӗншӗн-ха мана ҫавӑн чухлех каласа памарӑн? — Эпӗ ӑна ӗнер анчах кайнӑ пек куратӑп, — тет малалла ача, хӑйпе-хӑех калаҫнӑ майлӑ. — Ҫапла, эпир вилӗм шӑтӑкӗнче, — терӗ маркиз. Ун хыҫҫӑн алӑк хупӑнсан, Людмила амӑшӗ патне сасӑсӑр кулса пырса тӑчӗ. — Каятпӑр, кӗрсе тумланам-ха, — терӗ те ашшӗ, сӗтел хушшинчен тӑрса ҫурт еннелле утрӗ; тепӗр минутран Илья, ун хыҫҫӑн тухса чупса, ӑна крыльца ҫинче хӑваласа ҫитрӗ. Николай Артемьевич вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ, сылтӑм аллине пуҫӗнчен те ҫӳлӗрех ҫӗклесе, обер-секретарь алли ҫине майӗпен кӑна хучӗ. Ҫак ҫынсем те унӑн тӑшманӗсем, тесе шухӑшлама май пулнӑ-и вара? — Тимоша! Пире чикан кӗввине чӗтрентерсе каласа пар-ха, — ыйтрӗ пӗр хӗр. Ҫамрӑк хӗр хӑй ҫине ҫапла куҫ илмесӗр тимлӗн пӑхнине лайӑх туйрӗ, анчах ку ӑна аптратса ӳкермерӗ. Вӑл ман пиччен гувернёрӗччӗ, пичче кайран вилчӗ… шыва путрӗ. Вӑл испанилле ҫапла каларӗ: — Тауко питӗ аван лаша. Хытӑ чупать. Кашкӑрсем ун хыҫӗнчен чупӗҫ. — Во-оздух! Вара вӑл каялла чакма мар, шӳтпе ирттерсе яма мар — нимӗн ҫине пӑхса тӑмасӑр малалла кайма шут тытрӗ. Унтан полковник енне ҫаврӑнчӗ те:— Камскер пулчӗ-ха ку? — ыйтрӗ столовӑйра иккӗшӗсӗр пуҫне урӑх никам та ҫук чухнехи пекле сасӑпа. — Ҫав корпус патне кайӑр та хыттӑн калӑр: тата тепӗр хут пӑшалпа переҫҫӗ пулсан, сире — сире кӑна — вырӑнтах персе пӑрахатпӑр. «Аннене вӑратать ӗнтӗ!» Сталинӑн сӑн-пичӗ улшӑнмасӑр юлма пултарайман, вӑл кӑштах улшӑннӑ, мӗншӗн тесен халӑх унӑн сӑн-пичӗ ҫине куҫкӗски ҫине пӑхнӑ пек пӑхать, ун ҫинче хӑйне курать, халӑх та улшӑнчӗ, вӑл халӗ татах та ӳссе кайрӗ. — «Таса чиркӳ кун пирки шарламасть». Мазурка ташлама хӗр ҫук пирки эпӗ кукамайӑн ҫӳлӗ кресли хыҫӗнче сӑнаса лартӑм. «Мӗн тӑвать-ха вӑл? — шухӑшларӑм эпӗ ӑшӑмра. Е вӗсенчен пӗри те каймасан, эпир каютӑна кӗрсе питӗрӗнетпӗр те, хамӑра сыхлама пуҫлатпӑр. Мӗн улатӑн? Ялӗсенчен пысӑкраххи прилив пулакан сехетсенче йӗри-тавра шывпа хупӑрланса чӑн-чӑн утрав пулса тӑракан пӗр чуллӑ ҫӗр ҫинче вырнаҫнӑ. Пӗринчен тепри тӗлӗнмеллерех сӑнарсем ҫав тери хӑвӑрт та йӗркесӗр, калама ҫук асапланнӑ тата хӑранӑ пек улшӑнса тӑчӗҫ. Ҫакна пӗлсен, его величество манран эпӗ тӗнчере тахҫанах тата нумай пулмасть вилнӗ ҫынсенчен хӑшӗсене курма интересленни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ хамӑн хатӗрсене туртса илесрен пит хӑраттӑм та хуралҫӑсене памашкӑн хампа пӗрле пилӗк пус укҫасем илсе ҫӳреттӗм. Мӗн тери поэзи ахаль ҫынсем ҫапла шутланинче! Анчах ҫав шухӑшсем ман пуҫа мораллӗ ӑнкарӑвӑн ҫӗнӗ вӑйӗпе пырса кӗрес вӑхӑт ҫитрӗ те, эпӗ мӗн чухлӗ вӑхӑта ахаль сая яни ҫинчен шухӑшласа илсен, хӑраса ӳкрӗм, вара ҫавӑн чухнех, ҫав самантранах пуҫласа, асӑннӑ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртессӗм килчӗ, эпӗ вӗсене нихҫан та улӑштармастӑп тесе ҫирӗппӗн шут тытрӑм. Вӑл йӑпӑлти сӑнарлӑ, ҫав тери чипер, анчах вӗренмен, кайӑкла та тӳрккес. Валя ҫыврать, тен, вӑл эпӗ тӑрса тухас пулсан, вӑранма та пултарӗ. Горизонтра йывӑҫсем хыҫӗнчен юланут курӑнса кайрӗ. Вӑл Аламо патнелле килнӗ. Майор хута вуласа тухрӗ те тата кӑмӑллӑрах калаҫакан пулчӗ. — Опиум ӑна мӗншӗн кирлине ӑҫтан пӗлетӗр эсир? — терӗ вӑл. Каҫхине, вутӑ сӳнсен, вӗсем ҫемҫе те ӑшӑ тирсемпе чӗркенсе тутлӑ ыйӑхпа ҫывӑрнӑ. Ҫутҫанталӑк хӑй Кванзана Португали колонийӗн ҫак пайӗнчи шалти шыв ҫулӗ туса хунӑ. Кама хамӑр чыс хаклӑ, ҫавӑ пире пӑрахмасть! Хырҫаллӑ калта чашлатрӗ те чул муклашкисем тӑрӑх чупать, чарӑнса тӑчӗ те пуҫне ҫавӑрчӗ. Хӗрарӑмсем хӳшӗсенче, арҫынсем ҫӗр айӗнче пурӑннӑ. Пӗрремӗш хут ӑна ҫакӑн пек юлташла пулӑшаҫҫӗ — кам пулӑшать-ха тата, пӗр палламан ҫын! — Мӗнле апла, учитель; эс пӗлместӗн те-и? — терӗ Остен. Елена Николаевна, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне пула, чухӑнсем патне ҫӳрет, эсӗ акӑ… «Тусӑмҫӑм, кам сана ҫапла ҫавӑрса илме пултарнӑ иккен?» Вилнӗ ҫын пекех шурса кайнӑ Симурден ҫак сасӑсене итлесе ларчӗ. — Ярославльтисенчен камран ыйтса пӑхрӑн эс? Дик Сэнд, айккинчи сентререн тытса, Геркулес хулпуҫҫийӗ ҫине хӑпарчӗ. Унти гарнизон 1821 ҫулччен пурӑннӑ, Наполеон вилсен, ӑна каллех Добрая Надежда сӑмсахӗ ҫине куҫарнӑ. Ну, терӗм вара эпӗ вӗсене, апла пулсан, сирӗн хӑрамалли ҫук, тесе вӗсене хут ҫырса патӑм… Манӑн хуҫалӑх вӑл хуҫалӑх-и? — Итлӗр-ха, — терӗ те Павел Петрович, хӑйӗн мӑйӑхне турткаларӗ. Автоном Петрович шухӑша кайса ӗнсине кӑтӑрт-кӑтӑрт хыҫса илчӗ. Тутлӑ сывлӑша тулли кӑкӑрпа ҫӑтса, вӗсем хӑвӑртах мар, анчах васкавлӑн утса пычӗҫ; турра кӗлтума кайнӑ пек туйӑнчӗ ку амӑшне. — Эпӗ сире йӑлт чӑннине ҫеҫ калатӑп. Анчах унпа хама мӗнле тыткаласси ҫинчен эпӗ те пӗр самант хушшинче шухӑшласа илнӗччӗ ӗнтӗ. «Вилет», — текен тӗксӗм шухӑш ҫаврӑнса тӑчӗ унӑн пуҫӗнче. Астутарнӑшӑн тавах сана. — Мӗнпе пӗтесси паллах ӗнтӗ, начар пулать кунта, ку азиатсен йӑли ҫавӑн пек: эрех кӳпсе тултарчӗҫин, чикӗшмех тытӑнаҫҫӗ! — Мӗн тума кирлӗ пире урӑххи, — хӑйӗннех печӗ амӑшӗ. Ҫак кунхине вӑл юр тӑрӑх ашса ҫӗр аллӑ утӑм та тӑваймарӗ. Епле тата — мӗншӗн? Унтан, йӗннинчен шпагине кӑларса, пуҫ тӑрринче сулкаласа кӑшкӑрса ячӗ: — Тӑрӑр! Базаров килсен тепӗр кунне Катя хӑй юратакан тенкел ҫинче ларнӑ, унпа юнашар каллех Аркадий пулнӑ. Хӑйпе пӗрле «портика» илсе кайма вӑл Катяран хӑех ыйтнӑ. Вӑл — хӗрарӑм. Малтанлӑха вӑл хӑй патне, Попельскисен усадьбинчен пӗр ҫитмӗл ҫухрӑмра пурӑнакан ӗлӗкхи юлташне чӗнчӗ. Корвет хыҫӗнче Ле-Менкье чул сӑрчӗсем хӑрушшӑн курӑнаҫҫӗ, корвет умӗнче — тӑшман флочӗ. Ҫак шухӑш вара каллех унӑн ашшӗн историне аса илтерчӗ, вӑл хӑйне юратма, хисеплеме хушнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл пиччӗшне гостиницӑна мӗнле каймаллине кирлӗ мар сӑмахсемпе тата нумайччен ӑнлантарса пачӗ, вара Петр тӗттӗм ҫӗре, сивӗ, тусан пек ҫумӑр айне тухсан, ун ҫинчен:«Лӑпӑртин мана хӑй патӗнчен ярас килмерӗ», — тесе шухӑшларӗ. Шывӑн тӗпӗ, вӗт чулсемпе хутӑш ҫирӗпленнӗскер, якӑрсене питӗ аван тытать. Ыранхи ире илес пулсан вара, эпӗ питех те телейлӗ, кӑмӑлӑм лӑпкӑ тата мана ӑраскал пӳрнинчен ытла ыйтмалли нимӗн те ҫук, — ҫакӑн ҫинчен манӑн сире те, Мартиние те пӗлтерессӗм килет. Сӑмахран, король библиотеки ку ҫӗршывра чи пысӑк библиотека шутланать, анчах унта кӗнеке пин томран ытла мар; кӗнекисене ҫӗр ҫирӗм фут тӑршшӗ галлерейӑна вырнаҫтарса хунӑ, мана ҫав библиотекӑри кӗнекесемпе хам пӗлнӗ пек усӑ курма ирӗк пачӗҫ. Суд умӗнче тӑракан ҫынпа Генри Пойндекстер хушшинче туслӑ ҫыхӑну пулнӑ тесе ҫирӗплетсе калаҫҫӗ вӗсем. Вӑрмансенче те ӗнтӗ ҫулҫӑсем тӑкӑнми пулчӗҫ. Эсӗ васкарах пуҫтарӑн-ха, — паҫӑрхи пекех йӑл кулса каларӗ Давыдов. Ун ӑшӗнчен ылттӑн хӑйӑрӗпе самородкӑсен ҫумӑрӗ ҫума тытӑнчӗ. Вӗсем пӗрре, курӑк ҫумнех е вӑрман тӑрринех пырса сӗртӗннӗ пек аялалла вӗҫсе анаҫҫӗ, тепре тата хӑйсене темле вӑй ыткӑнтарса янӑ пек, сасартӑк ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса каяҫҫӗ; пӗлӗт ҫинче вӗсен кӗлеткисем уҫҫӑнах курӑнса тӑраҫҫӗ. — Халл капитан пек, эпӗ те айккинелле йӑваннӑ карап кӳлепи пулӗ тетӗн, Уэлдон миссис. Анчах та чӑтас пулать, савнӑ ҫыннӑм, чӑтас пулать… Инҫетренех ҫӳлте, кӗтесри чӳречере, ҫутӑ пуррине курчӗ. Ҫӑкӑра вӑл ҫав тери хытӑ выҫнӑн ҫие пуҫларӗ, ӑна курса Яков Лукичӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Николай Артемьевич хӑй Августина Христиановнӑпа пурӑннине тӳрре кӑларас шутпа ӑна ҫакӑн ҫинчен систернӗ те ӗнтӗ. Алексей вӑранчӗ те хӑй ӑҫтине тата мӗн пулса иртнине аса илсе, вӑрманта ним хатӗрленмесӗр ҫӗр ирттернӗшӗн халӗ тин хӑраса ӳкрӗ. Старик хреснай ывӑлне эрех час паман. Воропаев катаранах, стакансен янравӗ тӑрӑх, Лена васканине туять: вӑл ӑна ятарласа кӗтнине Лена пӗлет; Ҫав вӑхӑтра гагарӑсем хыҫҫӑн ҫӳрекен сунарҫӑ пирӗн лашасене апат парса кӗчӗ. Ивин студент мана ҫапах алӑк патне ҫити ӑсатрӗ, пӗрле пынӑ чух мана акӑ мӗн пӗлтерчӗ; вӑл Петербургри университета вӗренме куҫать-мӗн, мӗншӗн тесен ашшӗне унта вырӑн панӑ (вӑл темле чаплӑ вырӑна асӑнчӗ). 1824 ҫулта, хаклӑ Гленарван, сирӗн ҫӗршыв ҫыннисенчен пӗри, сӑрлама маҫтӑр пӗлекенскер, Август Ирль, манӑҫа юлса ҫак утрав ҫинче сакӑр уйӑх пурӑннӑ. Айтурах, ҫут тӗнче курӑнми пулчӗ. Кирек мӗн пулсан та, эпир вӑйлӑрах, мӗншӗн тесен пирӗн шлюпкӑсем пур. Денни тӑрӑшмашкӑн хатӗр пулнӑ, анчах Ривэра «тӑхӑр» секунда кӗтмесӗр «сакӑр» секунд хыҫҫӑн сасартӑк канат айӗнчен чӑмнӑ та, Деннине ытамӗсемпе ҫавӑрса илсе партер ҫине сӗтӗрсе кайнӑ. Анчах — тӳсеймен: пит те саватӑп эп сана, прокурор, анчах ҫапах та сывпул! Шухӑшӗсем тухрӗҫ те ҫухалчӗҫ, — малтанхилле мар, хӑвӑрттӑн, уҫӑмлӑн. Силвио патне те ҫырусем пирӗн полк урлах килетчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл та унтах пулатчӗ. Вӗсем пурте пӗр пек, эпир, Макарушкапа иксӗмӗр, ахальтен мар вӗсене тӳсӗмсӗр кураймастпӑр! Хам санпа пӗрле пырайманни ҫеҫ пӗтерет, атту эпӗ сана тӗне хирӗҫ кӗрешес енӗпе пысӑк пулӑшу панӑ пулӑттӑм. Анчах ашшӗ усаллӑн савӑнса кулни унӑн чӗрине чӑрмаланӑ, ашшӗн пичӗ тӑрӑх тӗксӗм ҫӗлен чӗпписем пек шуса ҫӳрекен пӗркеленчӗксем ӑна хӑратнӑ, вара вӑл, хӑйне ашшӗ таҫталла, ӗмӗтре ахаллӗн те ҫуттӑн курӑнакан тӗлтен аяккалла, пӑрнине туйнӑ. Эсӗ мӗн именетӗн ҫак? Мужиксем пуҫӗсене йӑтса пӑхнӑ та, каллех усӑнса, ӗҫе пикеннӗ. Полк музыки тӗлпулу маршне выляма тапратсан, ялавӗсене йӑтса тухрӗҫ. — Епле ухмах эпӗ! — Кайма пултаратӑр. Анчах Ольсен картти ҫине пӑхсан, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен пӗлтӗм — кукӑр-макӑр тинӗс ҫыранӗ хӗррипе пырсан ҫеҫ ун пек ҫӗрсене лекесрен хӑтӑлма пулать иккен. Вӑлтисем унӑн лавккара туяннӑскерсемччӗ, пирӗн вӗсене нимӗнпе тӳлесе илме ҫукчӗ, ҫавӑнпа эпир мучи тавра явӑнса ҫӳреттӗмӗрччӗ. Пӗррехинче, ҫавнашкал самантра, эпӗ пӗр вӑлтине ҫыртса татса илнӗччӗ. Бекки умнех ҫӗр ҫине тӑсӑлса ӳкре те ӑна кӑшт ҫеҫ ӳкермерӗ. — Эсир тата, хисеплӗ ҫын? Кольхаун тупа тусах калать: «Генрипе Джеральд хушшинче харкашу пулнине итлесе тӑтӑм», тет. Эпӗ пит вӑйсӑрланса кайрӑм. — Ку компас. Ҫапла ҫав, ҫапла. Акӑ вӑл, Скелет утравӗн тӳпи, шӑл пек тухса тӑрать. — Питера пытарнӑ кун. Пирвайхи пӑшал сассисем илтӗнсе кайнӑ. Каҫсерен садра вут хураттӑмӑр та мӗн пуррине пӗҫерсе ҫиеттӗмӗр. Эпир зала таврӑнтӑмӑр. Кӗҫ анне вилме шутларӗ. Ҫакна вӑл ниепле те лайӑххӑн тавҫӑрса илеймерӗ. — Мухмӑр чӗртмен-им эсӗ паян? — кулкаласа ыйтнӑ Маякин. Ҫителӗклӗ таран апат-ҫимӗҫ, шыв, пуринчен ытла унта ҫитмелӗх те каялла таврӑнмалӑх бензин хатӗрлемелле. Кӗҫех акӑ, ҫак кунсенчех агитпоезд килет, вӑл килчӗ-тӗк, кайрӗҫ вара пирӗн ӗҫсем. — Пурӑнас пулать. Эпӗ хама итлекен хуҫана ҫак ҫӗршыва лексен гуигнгнмсем ӑс-тӑнла этемсем пек хӑтланнинчен хам тӗлӗнсех кайни ҫинчен, вӗсем еху текен ниме юрӑхсӑр йӗрӗнмелле чӗрчунсенче ӑс-тӑн паллине кӑшт кӑна курсан та ман пекех тӗлӗнсе кайма пултарасси ҫинчен каласа патӑм. Эсрелсем те ҫав териех хӑвӑрт тарса пытанайрас ҫук пуль. Йытта хӑй патнелле йыхӑрса илчӗ, ӑна ачашларӗ те ҫапла ӑс парать: — Асту, йытӑ, ан хӑрат ман внукӑма! — тет. — Ҫук, мӗн эсӗ! Джо! — Кам валли? Унта халь, ҫӗнӗрен килнӗ салтаксем хушшинче, эпӗ хам ӗлӗк палланӑ ҫынсене кама та пулин тӗл пулатӑп-и тен. Алӑка хӗрлӗ капот тӑхӑннӑ хӗрарӑм уҫрӗ, аллине вӑл ҫутнӑ ҫурта тытнӑ; пире ҫул парса, ним чӗнмесӗрех аяккалла кайса тӑчӗ те, таҫтан лорнет кӑларса ман ҫине пӑхма тытӑнчӗ… Лашасем лайӑх санӑн, пӗтӗм вӑйран Войсковоя вӗҫтер-ха эсӗ, чӗрӗ е вилӗ фельдшера илсе кил! Портикра кӑнтӑрла та сивӗ пулнӑ. Анна Сергеевна, вӑл вырӑнта хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен курнӑранпа, унта ҫӳреме юратман; анчах Катя час-часах стенари пӗр шӑтӑк айне туса хунӑ пысӑк чул тенкел ҫине килкелесе ларнӑ. Сулхӑнра, уҫӑ сывлӑшра, вӑл кӗнеке вуланӑ, ӗҫленӗ е пуриншӗн те паллӑ, кӑшт кӑна ӑнлануллӑ тӑракан, хамӑр тавра, хамӑрта та татти-сыпписӗр явӑнакан пурӑнӑҫӑн анлӑ хумне чӑтӑмсӑррӑн хуралланине палӑртакан шӑплӑхӗпе савӑнса ларнӑ. Пирога юханшыв ансӑрланнипе шыв хӑвӑрт юхакан вырӑнпа пынӑ чух Геркулес Уэлдон миссиса хӑй Кванза ҫинчи лагерьтен тарнӑранпа мӗн пулнипе каласа пачӗ: Вӑл Уэлдон миссиспа ывӑлне лартнӑ китанда хыҫҫӑн курӑнмасӑр пынӑ; унтан, аманнӑ Дингӑна тупса, иккӗш пӗрле Казонде таврашне ҫитнӗ; Уэлдон миссиспа мӗн пулнине пӗлтерекен вӑл ҫырнӑ хута Динго Дика кайса панӑ; Кунта Панкратов ертсе пыракан строительсен пӗрремӗш ушкӑнӗ ӗҫлет. Мӗн тулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши вара? — Илсе кайнӑ пулсан, вара мӗнех-ха? — чӗрре кӗрсе тавӑрчӗ Ҫӑрттан, — Санӑн мӗн ӗҫ пур унта? Вӑкӑрна хӑваласа пырсах нӳхрепе кӗртсе ӳкернӗ ҫав ӗнтӗ… — Эсӗ мӗншӗн кунашкал салху паян? Эпир хамӑр часах сирӗн патран илме тытӑнӑпӑр акӑ. Мастерскойсем вӗсем — районра тӗн коллектив пулса тӑраҫҫӗ, ӗҫе ҫакӑнтан пуҫламалла. Унӑн задачи — ҫӗнӗ папӑна суйланӑ пирки хавасланнине кирек епле пулсан та вӑраха тӑсса, ҫав вӑхӑтра аслӑ герцога иезуитсен агенчӗсем хатӑрлекен декрета алӑ пусма май туса парасси. Вилтӑпри тӗмески ҫийӗн, сывлӑша хыттӑн вӑш-вӑш-вӑш-вӑш! вӑшлаттарса шӑхӑртса, пӗр ушкӑн хӗрлӗ пуҫлӑ кайӑк кӑвакалсем вӗҫсе иртсе кайрӗҫ. Вӑл, «Гаус» бригӑн капитанӗ, Англинчен тухнӑскер, 1828 ҫулта Хӗвелтухӑҫ сӑмсахӑн ҫыранӗсем патне пырса чарӑннӑ та, Энараро ҫулпуҫ сутӑнчӑклӑ хӑтланнине пула, чут ҫеҫ пуҫне ҫухатман. Ҫак сасӑ шӑплансанах, Алексей хӑй шухӑшӗнче Варьӑна ҫапла курнӑ пек пулчӗ: акӑ вӑл, ҫурхи хӗвелпе ҫуталнӑ йывӑҫсем айӗнче ларать, унӑн пысӑк та ҫаврака куҫӗсем тунсӑх куҫҫулӗпе тулнӑ. Вӑл тайкаланма пуҫларӗ. Пугачев ҫемҫелчӗ. * * * Каҫ пулнӑ тӗле ҫӗр километр ытла кайса, вӗсем утӑ капанӗ патӗнче ҫӗр каҫрӗҫ. Килтен илсе тухнӑ чаплах мар апата ҫирӗҫ, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗте шарламасӑр пӑхса, кӑштах урапа патӗнче ларчӗҫ. XVIII ӗмӗрте башньӑпа юнашар тӳремсӑртлӑх хушшинчи кӗпер юписем ҫине замок туса лартнӑ. Сунара кайма вӑхӑт ҫитнӗ. — Эп хатӗр, сэр! — терӗ ача, пӑшалне илчӗ те ура ҫине тӑчӗ. — Алхасас килет-и? Куна Файло юлташӗсенчен пӗри, Файлӑпа пӗр шая килекен Грибов ыйтрӗ. Тӑвайкки те, аялти улӑхӗ пекех, халь кипарис мӗлки тӗлне пулнӑ. — О, Роберт! — терӗ ӑна Джон Мангльс. Ҫав кӗпесене кун сиктерсех улӑштарса тӑхӑнтӑм, вӗсене хам ҫуса тасататтӑм. Вӑрман ҫӑралсах пычӗ, утмашкӑн та канлӗ мар. Каяканӗ ҫуна ҫине ларчӗ, кӗрӗкне пӗркенчӗ те: «Ну, мӗнех вара! Лозневойпа Костя унпа юнашар — иккӗшӗ ик енне ларчӗҫ. Выляса ил эс манран, вара тин ташша яр… Бульварта ҫӳрекен штабс-капитан Михайлова тӗл пулсан, хӑйсен полкӗнчи Обжогов капитанпа Сусликов прапорщиксӗр пуҫне, никамах та ытлашши хӗпӗртесе ӳкмерӗ, ҫавсем ҫеҫ ун аллине хӗрӳллӗн тыта-тыта чӑмӑртарӗҫ, анчах та Обжоговӗ хӑй ҫине тӗве тирӗнчен ҫӗлетнӗ шалаварпа кивелсе кайнӑ шинель тӑхӑнса янӑ, перчеткесӗрех вӑл, сан-пичӗ ун, тарланипе, ҫав тери хӗрелсе кайнӑ. Сусликовӗ, хӑйне хӑй чарусӑр тыткалаканскер, май мар хытӑ кӑшкӑрашать, вӗсемпе пӗрле, уйрӑммӑнах шурӑ перчеткеллӗ офицерсем умӗнче, ҫӳреме те именмелле, ҫитменнине тата ҫав офицерсенчен пӗрине — адъютантне — штабс-капитан Михайлов ялан пуҫ тайса сывлӑх суннӑ, теприне те — штабс-офицере те — ҫавӑн пекех пуҫ тайса иртме пултарнӑ вӑл, мӗншӗн тесен вӑл ӑна хӑй палланӑ ҫын патӗнче ӗнтӗ икӗ хут тӗл пулнӑ. «Аллӑм ҫӑмӑл пулас манӑн!» шутларӗ Санин. Лешӗ ҫакна асӑрхарӗ те кубанкине хывса пуҫӗ ҫинелле ҫӗклерӗ. — Кам иртнине аса илет, Макарӑм, ҫавӑн куҫне чавса кӑлараҫҫӗ, пӗлетӗн-и? Вӑл хӑяккӑн е кустӑрмисене ҫӳлелле туса ҫаврӑнса ӳксен, ун патне ҫывхарма, ӑна чарма та май пулнӑ пулӗччӗ. Каски те пит йывӑр пек туйӑнать, вӑл пуҫа хытӑ хӗснӗ пирки пӗтӗм хӑлха янӑраса тӑрать. Саншӑн пирӗн ӗҫ хаклӑрах пулсан, пар аллуна, вара ыранах юлташла килӗшсе ӗҫлеме пуҫлӑпӑр. — Ҫапла, — терӗ леш: — эпӗ ҫӳрерӗм… — Вигантоль вӑл, рахитран сыватакан эмел. Вара эпир пурте пӗр тан пулатпӑр. Анчах кӗҫех пурте паллӑ пулчӗ. — Малалла! — терӗ палламан ҫын, караван патнелле ҫывхарса ҫитсенех. Алексей япалисене Варя пӗр ҫӗре пуҫтарса ҫыхрӗ. — Ют ҫынсем! — тесе чарчӗ ӑна Элен. Пӗтӗм укреплени тӑрӑх, уйрӑммӑнах сулахай енчи тусем тӑрӑх, шурӑ тӗтӗм — ҫӑра тӗтӗм ҫӗклене-ҫӗклене тухни курӑна пуҫларӗ. Кун ҫутинчех вут ҫути палӑрма тытӑнчӗ. Ҫулӑмпа чӑрканнӑ тӗтӗм, таткалана-таткалана, таврана хӑмӑрлатса, пӗлӗте ҫӗкленчӗ. — Ӗҫӗр, ҫийӗр, тусӑмсем, — тет вӑл усӑ тенорпа. Анчах ешӗл курӑк ҫине кӗрсенех хӑйсем иртерех савӑннине ӑнланчӗҫ. Вӑл ҫурӑмӗпе Яков еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫӑра симӗс чӑрӑшсем хушшинелле хирӗнсе кӗчӗ. Пӗрре ҫеҫ мар мана, вӑл такӑнкаланӑ вӑхӑтра, ӑна алӑ пама тата тытса тӑма тиврӗ. Эпир ун пӗркенчӗкне ҫуртӑмӑр та суранне май ҫитнӗ таран хытӑрах туртса ҫыхрӑмӑр; Кольхаун йӗре ҫухатнӑ та ӑна шыраса тупма тӑрӑшнӑ. Пӗр-пӗр Винкельрид — каллех ҫав ухмахах пулнӑ, пулас… ытах вӑл хӑйӗн ӑшне импери сӑннине чиксе лартман пулсан, швейцарецсене аванах хӗртнӗ пулӗччӗҫ. Давыдов, ним калама аптӑранипе йӑл кулса, правление утрӗ. — Ирландец тӗрӗсех каланӑ иккен. — Ман пирки кам шухӑшлатӑр? Хӗрессем хушшинче ҫил шӑхӑрса ӳлет, тупӑк хупӑлчи ҫинчи лутӑрканнӑ чечексем хурлӑхлӑн чӗтренеҫҫӗ… Халиччен курман илемлӗ вырӑна пырса лексессӗн, яланах унта тӑруках чупса ҫавӑрӑнасшӑн пулатӑн, ҫавӑн пек сӗмсӗрленес кӑмӑл килсе кайнипе эпӗ поэмӑсене пурне те тӑруках вуласа тухрӑм. Унтан казаксем те курӑнкала пуҫларӗҫ. Вара, ҫине тӑрсах вӑраннӑ хыҫҫӑн, килкарти хӑми такамӑн йывӑр кӗлетки килсе уртӑннипе лӑчӑр-лачӑр туса илнине тата темскерле тимӗр япала чӑнкӑртатнӑ пек туйӑннине халӗ ӗнтӗ куҫкӗретӗнех илтрӗ. Халӗ ӗнтӗ, Атӑл леш еннелле инҫетелле пӑхнӑ чух, унта пушӑ вырӑн ҫуккине пӗлсе тӑраттӑм, ӗлӗк Атӑл леш еннелле пӑхаттӑм та темле ӑраснах кичем пулса каятчӗ: хура саплӑксем пек курӑнакан вӗтлӗх ӑшӗнче ҫарансем лаптакӑн выртаҫҫӗ, ҫарансем пуҫӗнче шӑллӑ хура вӑрман стена, ҫарансем тӗлӗнче сивӗ те тӗксӗм кӑвак пӗлӗт. Катастрофа ҫывхарса килни паллӑ ӗнтӗ. Анна сӑхсӑхса илчӗ: — Мухтав сана, туррӑмӑр! Эсӗ ӑҫта каясшӑн пулнине аса илетӗп те чӗрем ҫурӑлса тухать… Пӗр минут хушши ӑна ытараймасӑр пӑхса тӑратӑн та, унтан телейлӗн ун йӗри-тавра чупса ҫавӑрӑнатӑн, ыра ҫӗр ҫинчи ҫемҫе курӑксем ҫумне кашни хут ура пырса сӗртӗнни те лӑпкӑн савӑнтарать. Малтан юхтарнине пӗр чашкӑ ӗҫсенех, Лозневой ӳсӗрӗлсе кайрӗ. Уйӑх, чирлӗ пек, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе йывӑррӑн тухрӗ; ҫӑлтӑрсем те тӗксӗмреххӗн йӑлтӑртатрӗҫ, инҫет пӑтранчӑклӑн, тӗксӗммӗн курӑнчӗ. «Ак ку тата мӗн сирӗн, чун ҫунтармӑш Солоха? …» халь ӗнтӗ паллӑ мар, мӗне тӗртсе пӑхӗ-ши дьяк хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе, анчах ҫак вӑхӑтра сасартӑк алӑка шаккани тата Чуб козак сасси илтӗнчӗ. Берсенев чӗлӗм тивертсе ячӗ. Эсӗ тӗртсе калани «Красный луч»-ри тӳрӗ кӑмӑллӑ, ӑнлануллӑ колхозниксене те, мана та, колхоз председательне, кӳрентерет, — ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ. Мӗнле япала вӑл? Ниҫта та каймастӑн. Ее величество эпӗ чирлӗ вӑхӑтра ман пата темиҫе хут та пырса пӑхрӗ. Хӑш чух вӑл, ӳслӗкпе антӑхса, тӑрса ларнӑ. Чун ҫунтармӑш юрӑҫсем! Енчӗк тулли — укҫам пур. Тухӑр ташша — кам маттур! — Мӗн пулчӗ сана, ача? Ах, вӑхӑтлӑха вилме май килнӗ пулсан… Комолов унпа килӗшрӗ. Лешӗ, мана тытса тӑраканни, питӗ ырӑ кӑмӑллӑскер, иртнӗ ҫул унӑн ман пек арҫын ача вилнӗ, тет, ҫавӑнпа мана ҫавнашкал пӑтӑрмаха лекнӗшӗн вӑл питӗ хӗрхенчӗ; вӗсем ылтӑн курнипе тӑнӗсене ҫухатсах тупӑк патнелле ыткӑнсан, вӑл ман алла вӗҫертрӗ те: «Чуп хӑвӑртрах, унсӑрӑн сана ҫакса вӗлереҫҫӗ!» — терӗ. Эпӗ чупрӑм вара. Пуҫӗ унӑн ҫаврӑнса кайнӑ, куҫӗсем юнӑхнӑ, вӑл нимӗн те курман, анчах хӑй ҫӗнтерсе пынине, хӑйне темскер парӑннине туйнӑ, акӑ халех вӑл хӑйӗн вӑйӗпе тем пысӑкӑш темскере, ҫула пӳлсе тӑраканскере, тӳнтерсе ярасса, ҫӗнтерессе, унтан, мӑнаҫлӑ савӑнӑҫпа тулса, ҫӑмӑллӑн, ирӗккӗн, кӑкӑр тулли сывласа ярасса кӗтнӗ. Ҫур ҫӗрте таврӑнатӑп. Анчах лешӗ тытӑнасшӑн марччӗ. 1703 ҫулта июнӗн 16-мӗшӗнче марс ҫинче дежурнӑйра тӑракан юнга-матрос инҫетре ҫӗр курнӑ. Делчо вут ҫапса кӑларчӗ те хӗлхемпе тивекен пысӑк хӑю татӑкне чӗртсе ячӗ, ӑна вӑрӑм туя вӗҫӗпе тытса тупӑ кӗпҫин вут тивертмелли шӑтӑкӗ патнелле ҫывхартрӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр иртсе каять те, тӳпе ҫав-ҫавах, малтанхи пекех таса тӑрса юлать; ӑна эпир лайӑх пӗлетпӗр, ҫавӑнпа аслатиллӗ ҫумӑра та лӑпкӑнах тӳссе ирттеретпӗр. Эсӗ аташатӑн, тусам! — терӗ Паганель, хулпуҫҫисене сиккелентерсе. Анчах та ун вырӑнне Базаров медицина, гомеопати, ботаника ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Калаҫуран Одинцова пӗччен пурӑннӑ вӑхӑта ахалех ҫухатманни курӑннӑ: вӑл темиҫе лайӑх кӗнеке вуласа тухнӑ, вырӑс чӗлхипе тӗрӗс калаҫать. Салтакӗсем те, хӑйсен улпучӗ уҫӑ ҫын иккенне кура, сӑмах-юмах ваклама тытӑнчӗҫ. — …Пирӗннисем кунта вӗсене эх! силлерӗҫ, эх сӑтӑрчӗҫ, эх ҫӗмӗрчӗҫ те! Кунта ларнӑ ҫӗрте пирӗншӗн мӗнле тӑшман тупӑнтӑр? Синопӑна сасартӑк хӑрушӑ туйӑннӑ. Тӗттӗм шӑтӑкра аш таткисемлӗ кӑшланӑ шӑмӑсем выртнине курсан такам та хӑрамалла. Стена витӗр стакан ҫумне кашӑк пӗрӗнсе чӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ, Саня мана, вӑратасшӑн мар пулса, кухньӑрах апат ҫиет иккен. — Аҫу вӑрҫма пултарать. Тимӗрҫӗ текенни, сарлака хулпуҫҫиллӗ те тӗреклӗ ҫын, анчах лутра ҫамкаллӑ тата пичӗсем ҫине пӑхсан темӗскерле тискерлӗх курӑнать. Ҫӗр каҫах ухтарусем пычӗҫ. Юлашкинчен Бен:— Итле, Том, пӑртак мана шураттар-ха? — терӗ. Пирӗн патӑмӑрта пулнӑ чухне пӑхса илтӗм эп ун ҫине, сана вӑл ҫапла куҫӗсемпе ҫисе ярассӑнах туйӑнать. — Ҫиҫӗм, — терӗ вӗсене географ. Князь хӑй енчен юрату ҫинчен сӑмахлас пирки шухӑшламан та. Хӗр чӗнмесӗр килӗшнипех вӑл кӑмӑллӑ пулнӑ. Хамӑрӑннисем таврӑнса килсен, каялла леҫсе пама йывӑр-им? Этем ҫырнӑ-ҫке ӑна, турӑ мар… Владимир Иваныч-и? — тесе ыйтать Очумелов, пит-куҫӗ те йӑвашшӑн йӑлтӑртатса илет. — «Эпӗ ӗнтӗ ватӑ хӗр пулас», — шутларӗ вӑл хӑй ҫинчен. — О, ӑнланатӑп: сана лаша тапрӗ тесе каласшӑн пулӗ эсӗ. Эпӗ те, хуйхӑ пуснӑ пек пулнӑскер, уя пӑрахса утрӑм; асӑмра кӑранклатакан сӑмахсем: «Ариил хулине хуйхӑ!..» тенисем янах кайса янтӑраса тӑратчӗҫ. Кӑпӑшка тусан ураран кӑшт аяккалла саланать те ерипен ларать: кунта тусан пӗлӗтне хускатакан ҫил ҫук. Ӑна вилӗмсӗрлӗх тӗтӗмӗ теҫҫӗ. Иртсе пыракан эскадрон вӗҫӗнче вӑл хӑйӗн вилнӗ тусне, Митька Лобача, 1920 ҫулта Каховка ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫура врангелевецсем касса пӑрахнӑскере, курчӗ, анчах тӗлӗнсе ӳкмерӗ, питӗ хытӑ савӑнчӗ, вара, халӑха тӗрткелесе, иртсе пыракан эскадрон патнелле ыткӑнчӗ. Ӑна итлесе ларнӑ чух эпӗ Рывнорядскинче пурӑнакан хам палламан ҫынсене вӗсем хыҫҫӑн Никифорыч йӗрленине мӗнле майпа пӗлтересси ҫинчен шухӑшларӑм. Артиллериллӗ ҫапӑҫу халӗ те чарӑнмарӗ-ха. — Антилопӑсем вӗсем, тусӑм, — терӗ Гаррис. — Иван, — терӗ вӑл хыттӑн, — киле каймӑпӑр, ҫакӑн патӗнчех ҫийӗпӗр! Унӑн куҫӗнчен куҫҫулӗ тухрӗ. Кун пек тӑван ҫӗршывшӑн хамӑн мӗнпур пурлӑха сутатӑп, пӗтӗм пурӑнӑҫа паратӑп, тӗп тӑватӑп!» Ольховкӑран иртсен, ҫул пушшех йывӑрланчӗ. Тӳпе ывӑлӗ пире валли пурнӑҫ илсе килчӗ». Вара вӑл кӳршӗри ҫӗршыва — Испание пурӑнма куҫнӑ, ҫавӑнта пурӑннӑ вӑхӑтра кӑна, темиҫе ҫул хушши тӑрӑшнӑ хыҫҫӑн, ӑна виҫӗ пӗчӗк карап панӑ. Ромашов, тӑнсӑр выртнӑ хыҫҫӑнхи евӗр, хупанкисене хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн мӑчлаттарчӗ те тарӑннӑн хашлатса ячӗ. Хӑшпӗр пӑнчӑсем кӑшт курӑннӑ хыҫҫӑн часах пӗтеҫҫӗ. Хӑшпӗрисем темиҫе эрне, уйӑх таран пурӑнаҫҫӗ. — Сирӗн ҫакӑнтанах сикес пулать, — терӗ перевозчик сӳрӗклӗрех сасӑпа. Ҫав вырӑн уҫӑ уҫланкӑра, вӗлернӗ тесе шутланӑ вырӑнтан инҫе те мар пулнӑ. — Каллех тӗрме?! «Анатоми» тесе ҫырнӑ ячӗ тӑрӑх тата ҫав профессорӑн сочиненийӗ тесе ҫырни тӑрӑх хӗрача нимӗн те ӑнланаймарӗ, вӑл страницисене ҫавӑркалама тапратрӗ. Часах ҫав дикарьсемпе пӗр йӑхри ҫынсем, вӗсен калавӗсемпе асса кайса, Кук карапӗ ҫине хӑйсемех пыма пуҫланӑ, вара вӗсен ылмашлӑ суту-илӳ пуҫланнӑ. Сӑнӳкерчӗк ҫинчен ыйтсан, Саня кӑштах пӑлханнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ӑна мана парӑр! Катя япалисене тирпейлесе хумашкӑн вӑхӑт нумаях кирлӗ пулмарӗ. — Тӑхтӑр-ха пӑртак, панычу… халех. — Мӗнле апла? Ҫак вӑхӑтра вӑл килсе тухнӑшӑн ашшӗпе ывӑлӗ иккӗшӗ те пӗр пекех хавасланса ӳкрӗҫ; пурӑнӑҫра кӑмӑл ҫемҫелсе килнӗ самантсем пулаҫҫӗ, ҫапах та вӗсенчен часрах хӑтӑлас килет. Эс мана пурне те йӗркипеле каласа кӑтарт. Рошаль проспекчӗ, 12. Пӗлетӗр-и, лаша туяннӑ хыҫҫӑн кирлӗ пек япаласене илсе тултартӑмӑр та — спиртпа вӗретмелли кофейник туянтӑмӑр, вак-тӗвек япаласем те чылай туянма лекрӗ, — укҫа пӗтсе ҫитрӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн, хӑйӗн юлташӗ ҫинелле пӑхса, — ҫапла, каялла кайма тӳр килсе тухсан, хамӑр та пӗлместпӗр ӗнтӗ, мӗн тумаллине. Кусем ӗнтӗ тӗрӗсне те тӗрӗс, эпир пурсӑмӑр та канашлӑва пӗр самантрах ирттерсе ярас терӗмӗр. Диван ҫине йӑваннӑ-йӑванманах кӑмӑл пӑтраннине, хам шалтах вӑйсӑрланса кайнине туйрӑм, чӗлӗм туртни мана вӗлерме пултарать тесе шухӑшласа илтӗм те, мана хам вилессӗнех туйӑнса кайрӗ. Закон тимӗр пек пулмалла. Василиса Егоровна, пуп майринчен нимӗнех те ыйтса пӗлме ӗлкӗрейменскер, киле таврӑннӑ та, вӑл ҫук чухне Иван Кузмич патӗнче канашлу пулса иртнипе Палашкӑна хупса лартни ҫинчен пӗлнӗ. Лаши ӳкнӗ чух урине мӑкӑлтарӗ, анчах ҫынни пӗртте аманмарӗ. Унӑн куҫӗсем юратӑва пула йӗпенеҫҫӗ, ҫӗрле ун минтерӗ ҫинчен куҫҫуль типмест пулсан — ун чух вара вӑл чӑн-чӑн хӗр пулса тӑрать! Тӗнчере ҫакан пек пулать ӗнтӗ: ҫӑмаллӑн ӗненсе улшӑнса пыракан тӗнче Мефф Поттершӑн хӑйӗн ытамӗсене уҫрӗ те, ку таранччен ӑна мӗнле асаплантарнӑ, ҫавӑн пекех хӗрӳллен ачашлама тапратрӗ. Стенасем ҫинче унта-кунта тискер ҫӑварлӑ киноартисткӑсен сӑнӗсем тата нимӗҫ хулисен ӳкерчӗкӗсем те ҫаплипех ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫавӑнпа та пристава ку вӑхӑтра коллежски асессор килсе кӗни пӗрре те кӑмӑла каймарӗ. Вӑл вӗсене пурне те каласа панӑ, эпӗ кун пирки шанса тӑратӑп. Сире кӑна мар йывӑр шӑпа пӳрнӗ. Кузьмин сӑх сӑхма пикенчӗ. Гусев ӑмӑрланчӗ те люкран ярса пусрӗ. Робертс кулса янӑ. Ҫын тени хӑй тӑвас тенине хӑй ирӗкӗпе тума пултарайманнине, тата профессие суйласа илменнине, ӑҫта пынӑ унтах лайӑх ҫынсем пуррине пит аван пӗлсе тӑнӑ вӑл. Тӗрмерен вӑл тата лайӑхланса таврӑнать. Анчах хурал вуникӗ ҫынтан ытларах пек туйӑнать мана, — терӗ. Ытла та начар! Вӑл ахаль чухнехинчен хаваслӑрах калаҫрӗ. Акӑ шӑхлич сасси илтӗнсе кайнӑ та, ял кӗтевӗ улпут ҫурчӗ умӗпе ирте пуҫланӑ. Йӗкӗт ҫӑварне уҫса пит кӑмӑллӑн кулса илчӗ. Унтан вара тытӑнчӑклӑрах сассипе пӑшӑлтатса, хӑраса ӳкнӗ Марийкӑна сӑмах хушрӗ: — Ан-н хӑра! Пӗррехинче эпӗ унран маларах пырса ҫитрӗм, юратнӑ профессор лекцийӗ пулнӑран лекцисене сиктеркелесе ҫӳрекен студентсем те пухӑннӑччӗ, ҫавӑнпа пушӑ вырӑн юлманччӗ, эпӗ Оперов вырӑнне йышӑнтӑм, хамӑн тетрадьсене пюпитр ҫине хутӑм та тухрӑм. — Чӗнсе кӗрт, — хушрӗ ӑна Берсенев. — Калле кӗмесен те пултаратӑн. — Эсӗ пӑрах ухмаха пеме! — ҫилленсе каларӗ Давыдов. — Кам салтаксем патне каясшӑн, тух вӑйӑран, — хушрӗ вӑл сасартӑк, Оленин ҫине ҫилленсе пӑхса. Частнӑй пристав Ковалева питӗ сиввӗн йышӑнчӗ, апат хыҫҫӑн следстви тумалли вӑхӑт мар, апат хыҫҫӑн ҫан-ҫурӑм канӑҫ ыйтать, терӗ (ку сӑмахсенчен коллежски асессор пристав авалхи ӑслӑ ҫынсен сӑмахӗсене пӗлнине те чухласа илчӗ), малалла вӑл йӗркеллӗ ҫын сӑмсине касса илмеҫҫӗ, ҫут тӗнчере кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗрте сӗтӗрӗнсе ҫӳрекен майорсем нумай, вӗсен тӑхӑнмалӑх аялти кӗпе-йӗм те ҫук, тесе хучӗ. — Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тупӑран ҫирпӗтнӗ етре пек кабинетран тухрӗ те, пусма тӑрӑх анса, Король урамӗ тӑрӑх мӗнпур вӑйӗпе малалла чупрӗ. Давыдова, Макарушкана тата ытти чаплӑ начальствӑна илсе ҫӳретӗп пулсан, ҫынсене инҫеренех ӑмсанмалла чуптарса иртес!» Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехетчен отряд сисмесӗрех тӑхӑр миль кайрӗ. Тухса тармашкӑн пурне те хатӗрлесе ҫитерчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр кимӗ ҫинче шӑппӑн аппаланаҫҫӗ. Ку кимме юман хӑмасем тиенӗ паруслӑ баркӑсем, пальмӑпа, сандалпа тата хулӑн кипарис кӗрешӗсемпе тултарнӑ тӗрӗк фелюгисем кӗпӗрленсе тӑнӑ ҫӗрте, пӗр баркӑран кӑкарса хунӑ пулнӑ. Нимӗнле кун та мар. Ванька Ситкин текен казак пурччӗ, ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те тӳрех кӗрслеттерчӗ, мана пистолетӗнчен шӑпах ҫак вырӑна лектерчӗ. Стена ҫумӗнче кантра ҫыххисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, хунар, сигнал памалли икӗ ялав пур. Взводсемпе батальонсем тата полксем пӗрре пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса арпашӑнаҫҫӗ; тепре пӗринчен пӗри таҫта аякка юлса сапаланса пӗтеҫҫӗ те, вара тивӗҫлӗ йӗркесене майлаштарса ҫитериччен питӗ нумай вӑхӑт иртет. Ку тӗлӗшпе мана пӗрремӗш хут хамӑн тусӑм пек мар шухӑшлама тиврӗ пулин те, малашне эпӗ университетра ҫавнашкал пулма шутласа хутӑм. Ҫав самантра ҫыннӑн пуҫӗ ҫук, теҫҫӗ: хирӗҫ тӑмашкӑн аллисем пур та, урисем чупма хатӗр. — Мӗн лайӑххи лайӑх ӗнтӗ, — терӗ Ла-Вьевиль. Тен, мансӑр пуҫне, урӑх никамӑн та ҫук? — Геометр Уиткомбпа Бёркӑн юлашкисене шыраса тупнӑ Чарльтон Говит. — Ах, юрӑхсӑр япала, ҫавна эсӗ хӑтланнӑ ӗнтӗ! — ҫилленсе кӑшкӑрса янӑ Зеб. — Ут, лаша! — тесе кӑшкӑркалатчӗ. Вӗсем калаҫма чарӑнчӗҫ. — Эпир вӗт пӗтӗмпех пӗрле, — ӑнлантарчӗ Шурочка. Джим Гокинс, юнга…» Эпӗ мӗскӗн Джим Гокинс пирки шухӑша ертӗм. Вӑл тӑп-тӑр кӑнтӑрлан сирӗлме пӗлмен шӑрӑхӗпе килӗшӳллӗ; вӑл ӑна ҫуратса кӑларнӑн, ӑна хӗрсе кайнӑ тӑпра ӑшӗнчен туртса кӑларнӑн туйӑнать. Танкпа ӗнте вӑл иккӗмӗш хут тӗл пулчӗ. — Кунта пурте пур. Прейскурант та, условисем те. — Каллех те йӑнӑшатӑр-ха эсир: эпӗ гастроном мар, манӑн вар-хырӑм ытла начар ӗҫлет. — Пит ансат сӑлтав: ҫав шӗвӗ япала океан шывӗ уйӑх туртнӑ пекех, туртнӑ пулӗччӗ; ҫавӑнпа Ҫӗр ӑшӗнчи шӗвек япала кунне икшер тапхӑр пӗрре тулса хӑпарнӑ, тепре чакнӑ пулӗччӗ, ҫавна пула Ҫӗр хуппи ҫӗкленсе вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫӗр чӗтреннисем пулӗччӗҫ. Йывӑр винтсемпе винтласа тунӑ пит тӗреклӗ йывӑҫ хапхийӗ аслӑ подъезд енче ларать. Офицерсем тӑчӗҫ те яштах каҫӑрӑлчӗҫ. Сан ура вӗҫне? Йӗрке ҫине йӗрке пырса кӗрет. Шартах сиксе ӳкнӗ Мински Дуньӑна ҫӗклесе тӑратма тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сасартӑк алӑк патӗнче тӑракан ватӑ станца пуҫлӑхне курнӑ та, Дуньӑна хӑварса, ҫиллипе чӗтресе ун патне пынӑ. Халӗ вӑл, ҫиес килни хӑйне суран пекех асаплантарать пулин те, Широкогоров каланисенчен пӗр сӑмахне те сиктермесӗр итлеме тытӑнчӗ. Июнӗн 7-мӗшӗнче, ҫутӑлас умӗн, 4-мӗш утлӑ дивизи Житомир ҫинелле вӗҫтерет. — Тӗрӗс, — тавӑрнӑ ӑна хирӗҫ ҫулҫӳревҫӗ, тараватлӑн кулса, карттусне пуҫӗ ҫинчен кӑшт кӑна ҫӗкленӗ. Пӗр ирхине Петрик ун патне ҫав тери вӑйлӑн хумханса чупса пычӗ. — Эй, кам унта? — тарӑхса кайса алӑк патнелле ыткӑнчӗ Фигура. — Йӑнӑшатӑн эсӗ, суккӑр, эпӗ нимӗн те курмастӑп, — терӗ вӑл. — Ара вӑл лашапах тухса кайнӑ-ҫке! Чӳречесене хуп-ха. Вӑл историнчен хӑшне-пӗрне Мэри хӑй те пӗлет, мӗншӗн тесен Грант капитанӑн юлашки ҫыруне 1862 ҫулти май уйӑхпа паллӑ тунӑ. Ишев вӑхӑтӗнче «Британи» Океанин пысӑкрах утравӗсем ҫинче пур ҫӗрте те пулнӑ. Вӗсен тӑрринче, тӗрлӗ хуҫӑк-татӑк варринче, карап кӳлепи ҫӳллӗн курӑнса ларать, — шыв тулнӑ вӑхӑтра вӑл йӑлтах шывраччӗ. Эпир пӗтӗмӗшпех вӗсен ирӗкӗнче пулатпӑр… Эсир пӗлетӗр вӗт, Бен Джойс ирсӗр ӗҫ умӗнче чарӑнса тӑмасть. Ҫак уйӑхра Питрав хыҫҫӑн авлантӑм. — Эх, хӗрарӑмсем, хӗрарӑмсем, сире хаклама та хисеп ҫитес ҫук! Вӑрттӑн аппарат ӑшӗнчен вӑйсӑррӑн йынӑшни илтӗнсен вара ҫынсем сехӗрленнипе каялла чакса тӑчӗҫ те шӑпланчӗҫ. Кунта вӑл кӑсӑк ҫынсене курчӗ. Морис-мустангер ҫинчен хӑй анчах мар ыйтнине, хӑйӗнчен малтан тата тепӗр хӗрарӑм ҫавӑн пекех ыйтса хӑтланине пӗлсен, Луиза йӑлтах хуйӑха ӳксе, каялла Каса-дель-Корвӑна таврӑннӑ. Фома патӗнчи ҫынсем пӗрре аяккалла кайнӑ, тепре каллех ҫывӑхарнӑ, мачча хӑмисем анса пынӑ, урай ҫӳлелле улӑхнӑ, — акӑ ӑна халех лапчӑтса, ирсе пӑрахас пек туйӑннӑ. Калӑр малалла. Пӗчӗк Джека илес пулсан вара, вӑл та шавлама юраманнине ӑнланать. Вырӑнтан вырӑна куҫма ӑна никам та чарманнипе вӑл, хӑйӗн Динго тусӗ пек, кимӗн пӗр вӗҫӗнчен тепӗр вӗҫне тӑватӑ уран упаленет. Шыв юхӑмӗ лӑпланчӗ, эпир ӑна хирӗҫ ҫӑмӑллӑнах пыратпӑр. Лось кӑмрӑксем ҫинелле тӗмсӗлчӗ. Ҫӑварӗ чӑртмаххӑн пӗрӗнчӗ. Паганель шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Вӗсем, кунта сиксе анса, вилме шутлаҫҫӗ пулсан, кам вӗсене кансӗрлес пур. Мана юрататӑр пулсан, мӑйӑртан ҫак хӗресе хывса пӑрахӑр та, манпа пырӑр. Арауканинче молухсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсем чилиецсемпе пӗр ӑруран тухнӑскерсем, питӗ хастарлӑ та хӑйсене хӑйсем мухтавлӑ тытма пӗлекенскерсем. Калас пулать, ку халӑх Америка ҫӗрӗнче пӗртен-пӗр чураланман халӑх, вӗсем нихӑҫан та ют ҫӗршывсен ушкӑнӗнче пулман. Ун пек ҫынпа пушӑ хирте те аптӑрас ҫук. Паҫӑр та ҫаплах: е картуса тупаймастӑп, е енчӗке, е аҫама… Ҫапах та Базаров кулни Василий Ивановича нимӗн чухлӗ те иментермерӗ; вӗсем ӑна йӑпатма та пуҫларӗҫ. Куратӑн ӗнтӗ пирӗн Хӗвел тавралӑха епле лайӑх ҫутатса тӑрать! Ҫак йӗркесӗрлӗхсене пуҫарса яраканнисене тата унта активлӑ хутшӑннисене — арестлесе лартнӑ халь, анчах ыттисен, кулак вӑлтине ҫакланнисен, тӑна кӗмелле тата хӑйсем йӑнӑша кӗрсе ӳкнине ӑнланса илмелле. Горева ҫурӑмӗпе водителе хирӗҫ ларнӑ, вӑл тупӑ хыҫӗнче юлакан урамсен пайӗсене ҫеҫ курать. Сума сӑвасах пулать ҫав хӗрарӑмсене: вӗсем ҫын ӑшӗнчи илемлӗхе туйма пӗлеҫҫӗ; ҫавӑнпа пулӗ Вернер евӗрлӗ ҫынсем хӗрарӑмсене ҫав тери хӗрӳллӗн юратаҫҫӗ те. Пӗтӗм тӗнчипех пӗлӗтлӗ тӗксӗм ҫанталӑк тӑчӗ, кӑвак шуҫӑм киле пуҫланӑ пек туйӑнса каять, анчах хӑй, тем пек выляса тӑрсан та, кунӗпе те ҫӗр ҫинелле хӑпарса ҫутӑлса ҫитеймест тейӗн. — «Пит лайӑх улпут» теҫҫӗ, «ырӑ кӑмӑллӑ» теҫҫӗ. Ҫанталӑк усалланса кайнӑ пулин те, ҫапӑҫури тӑрмашу пекех, вӑл ҫынна вӑй та кӗртет. Ӑна мустангер амантса янисем ӗнтӗ тӳрленнӗ: чӑн та, намӑс курнине аса илсен, халь те унӑн ӑшӗ ҫуннӑ. Лукашка Мингаль казак ҫинчен хунӑ юрра пуҫласаччӗ, анчах пӗр ҫавра юрласа пӗтерсенех шӑпланчӗ те Назарка еннелле ҫаврӑнчӗ. — Кӗртмерӗ вӗт, — терӗ вӑл. — Часовойран ыйтӑр: вӑл сире кӑтартса ярать. Тен, ӑҫта пӗлес, ҫын вӗлерекенскер пуль? — Эс — хӑвӑл, пушӑ, акӑ мӗн, — касса хунӑ Люба татӑклӑн, ҫирӗппӗн. Анна Степановна ҫӳлӗ те мӑнтӑр хӗрарӑм. Ҫӗр вӑл — пирӗн хӳтлӗх. — Эх, тӑванӑм! — тенӗ Фома, сассине антарса: капла унӑн сасси ҫӑрарах та, ӗнентерӳллӗрех те тухнӑ. Анчах вӑл манӑн шухӑш мар, ӑна пирӗн ҫӗршыв ҫынни, чапа тухнӑ, мӗнпур йӑваш ҫынсенчен мӑнкӑмӑллӑ Шатобриан ҫапла танлаштарса каланӑ. Говэн тӗттӗм пӳлӗме кӗрсен, алӑк шалтлатса хупӑнчӗ. «Тӑхтӑр акӑ, эпир сирӗн ҫара пуҫӑрсем ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисене касса ярӑпӑр!» кӑшкӑрчӗҫ вӗсене ҫӳлтен. Эпӗ сулӑ ҫинче хамӑн яланхи вырӑна йышӑнас тесе хатӗрленнӗ кӑначчӗ, — ҫав вӑхӑтра пичче мана тытса чарчӗ. Ҫапла ӗҫлеҫҫӗ-и ӑна? Йӗкехӳресем пур-и санӑн? Ромашов вара, хӑй халсӑрлӑхӗпе те аптӑраса юлнине, Шурочкӑна кӳрентернӗшӗн чӗри ыратнипе те хӑлхана хупласла кӗрлекен кадриле пула пӗр сӑмах хушса хурайманшӑн эрленнипе, пуринчен ытла — ҫынсем хӑйсем ҫине пӑхма пуҫланине асӑрханипе, чӑн-чан куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ. — А тӗрӗсрех? — Тупата, вӑл та нервисене пусарайми пулнӑ, — ӑнлантарса пачӗ Умрихин салтаксене. — Ачалла айванланни кӑна, — терӗ Макҫӑм хиврен. Озеров ура ҫине тӑчӗ. — Ҫапла шутлатӑн-и? — терӗ Иманус. Яшка ҫиес килмест ман, ҫиех эс, Федерсон, — терӗ вӑл юлташне. Кӑна чӑтма ҫук пула пуҫларӗ: тепӗр минутранах эпӗ ун умне чӗркуҫленнӗ пулӑттӑм. — Ҫапах та, мӗн? — Робинзонсем кунта та пулни вара? — тесе ыйтрӗ Элен. Ку тӗрӗс вара! Евгений Базаров салам каласа ячӗ те, хӑй виле пуҫлани ҫинчен пӗлтерме хушрӗ те. Пӗрремӗш хутра ҫавӑн пек унпа интересленменни халь мана кӑмӑллӑ та… Эпӗ атте авланасси ҫинчен Володя евӗрлех шухӑшлатӑп. Тӗлӗнмелле старик питӗ тӑсса калаҫать. Капитанпа сквайр каютӑна анччӑр, унтан мӗнле те пулин сӑлтавпа мана чӗнсе илӗр. Табак пар-ха. Ҫӗршыв ӳсрӗ, ҫынсем те ӳсрӗҫ. Нумай та пулмасть-ха ун ҫамрӑк чӗри хӑйӗн геройӗпе, идеалӗпе ҫав тери савӑнатчӗ, халӗ акӑ ун шурса кайнӑ, илемлӗ пичӗ ҫинче — вӑл илемлине Марья Николаевна та асӑрхаса карета чӳречинчен пуҫне кӑларса пӑхрӗ — ҫак ырӑ сӑнлӑ пит ҫинче курайманлӑхпа ун ҫилӗ тулса ҫитни ҫеҫ курӑнать; — ытла та леш куҫсем майлӑскерсем! — Санин ҫине шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, тутисем чӑмӑртанаҫҫӗ те… сасартӑк кӳрентермелле сӑмах калаҫҫӗ… Ҫамрӑк ҫынна вӑл «пӑлхавҫӑ» та терӗ, хӑй унччен кӑна-ха Огнянов тӗрӗксен шпионӗ тесе сӑмах ҫӳрететчӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ май Джемма пуҫне тата аяларах усрӗ, унӑн икӗ чие ҫырли тытнӑ алли сывлӑшра, карҫинкапа турилкке хушшинче, чарӑнса тӑчӗ. — Ҫавӑн пекех, эсӗ те купчиха майлӑ мар… — тенӗ Фома, ун ҫинелле иккӗленереххӗн пӑхса. Хумсем канӑҫа пӗлмесӗр хурлӑхлӑн шавласа чул тусем ҫумне ҫите-ҫите ҫапӑнаҫҫӗ. — Хӗрсем ҫивӗч вара сирӗн, — терӗ Давыдов именсе, сцена ҫине хӑпарнӑ май. — Ҫук, ҫук, — васкавлӑн хушса хучӗ Ромашов, — хӑрамастӑп тесе, суяс мар. Ҫапла ара, ман пӗтӗм пуянлахӑм — ҫак ним айӑпсӑр вак-тӗвексенче. Эпӗ хамӑр хушӑра мӗнле калаҫу пулнине каласа кӑтартнипе сирӗн вӑхӑта ирттерсе тӑмӑп, вӑл ҫак суд тӗпчес ӗҫпе нимле те ҫыхӑнса тӑмасть. Ачисене вӗсем ӑҫта та пулин урамра, хӳмесем ҫумӗнче е хупахсенче, ним пӗлми ӳсӗрскерсене, шыраса тупаҫҫӗ, усал сӑмахсемпе ятлаҫҫӗ, ачисен эрехпе лӗнчӗркесе кайнӑ ҫемҫе кӗлеткисене чышкисемпе хӗнеҫҫӗ, унтан вӗсене тӑрӑшсах ҫывӑрма вырттараҫҫӗ, мӗншӗн тесен ирхине ирех, сывлӑшра гудок сасси хура шыв пек юхма тытӑнсанах, вӗсене ӗҫе кайма вӑратмалла. — Шансах тӑратӑп, — терӗ вӑл малалла, — преступниксене часах эпӗ ҫакна хӑйсене парне вырӑнне паратӑп. Вӑл колонисен пысӑккӑшӗсем те пӗр пек мар, ҫавӑн пекех пурӑнӑҫра йышӑнакан вырӑнӗсем те пӗр мая килмеҫҫҫӗ. Чӑтма ҫук кураймасӑр, вӗсем лашасене те, кӳмене те, ҫынсене те татӑкӑн-кӗсӗкӗн ҫуркаласа тӑкма хатӗр пек туйӑнчӗҫ… Вӑл каллех итлесе тӑратчӗ. Укҫа пирки те пулма пултарӗ, шкулта вӗреннӗ чухнех-ха укҫа ҫинчен сӑмах кӗрсен, Ромашкӑн хӑлхи те хӗрелсе каятчӗ. Сӑнӗ сарӑхнӑ, куҫхаршисен айӗнче кӑвак ункӑсем. — Лайӑх та! мӗнле-ха эпӗ сӑмсасӑр юлам? — терӗ Ковалев, Хальхинчен начар пулма пултарас ҫук ӗнтӗ! — Акӑ мӗскер, Саня… Эсир мана пӗлетӗр-ҫке-ха, господасем… — Эсир те, Лука Петрович, сунара юрататӑр пулас? Петр чӳречене шӑппӑн хупса арӑмне тытрӗ те хӑй чӗркуҫҫийӗ ҫине лартрӗ. — Эх, эсӗ те ҫав! — йӗрӗнӳллӗ шеллӗхпе тӑсса каланӑ Фома. Дубава куна Панкратов каланине пӗлчӗ, анчах вӑл ун енне ҫаврӑнмарӗ, тутине ыраттармаллах ҫыртрӗ те пуҫне чикрӗ. — Эпӗ ӑна ӗненместӗп, ҫук… — Эпӗ капитан хама тӳлеме тивӗҫлине ҫеҫ, илетӗп, пӗр фартинг та ытлашши кирлӗ мар. Вӗсем мӗншӗн хуйхӑрнине ӑнланма йывӑр мар; вӗсем мӗншӗн сӑмах чӗнмесӗр ҫӳренине те пӑртак ӑнланма пулать. Ас пӗлен кун-ҫулӑмра ман валли кирек хӑҫан та ют ҫынсен драмисене сӳтес ӗҫ тупӑнать, мансӑрӑн пӗри те вилме те, тарӑхма та пултараймасть тейӗн ҫав! — Хайхи йытӑ! — терӗ Кралич. — Ӗнтӗ урӑххи ҫинчен калаҫар, — унтан вӑл хӑй каланипе ҫырлахса савӑнса кайрӗ. — Миките! — тенӗ вӑл. Мӗн тери тӑнсӑрлӑх! — пӗр енчен шухӑшларӑм эпӗ. Ывӑлӗн отвечӗ Артамонова килӗшрӗ. — Игумен пӗр усал хыпар илсе килчӗ-ха: иртнӗ каҫхине Соколова тытса кайнӑ та К. хулине ӑстанӑ. Казаксем, хашӑлтатса, вилӗсене сӗтӗркелерӗҫ тата вӗсен хӗҫпӑшалӗсене хыва-хыва илчӗҫ. Вӑл ун тӑванӗсем ҫинчен нумай та тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ, мӗншӗн тесен — «ку та питӗ кирлӗ»; ҫавӑн пекех вырӑс чиркӗвӗн йӗркипе венчет туни мӗнле пулса пынине каласа пама ыйтрӗ те шурӑ платье тата пуҫне ылтӑн корона тӑхӑннӑ Джеммӑпа малтанах мухтанма пуҫларӗ. Турӑ пулӑшнипе — пуҫлӑр! Каштанка ҫав алӑка малти урисемпе чӑрмаланӑ та ун ҫине кӑкрипе выртса уҫнӑ, унта тӳрех темӗнле питех те ӗненмелле мар шӑршӑ пуррине сиссе илнӗ. Хӗстерме ӗнтӗ вӗсем яланхи пекех лайӑх хӗстереҫҫӗ. Яков ӑна Носков ҫинчен каласа панӑ чух унӑн куҫӗсем ачалла тӗлӗнсе пӑхнӑ, унӑн шӗвӗртерех, ӳссе ҫитмен ҫамрӑкӑнни пек пичӗ ҫинче нимӗнле хаярлӑх та пулман ӗнтӗ. Ӑна эпӗ иккӗмӗш хут пертересси кӑна чӑрмантарма пултарать. Макҫӑм пичче туйса илчӗ: ачан вичкӗн сисӗмлӗ те тулли туйӑмлӑ чунӗ хӑйӗннех тӑвать иккен, хыпашланипе тата илтнипе пӗлме-ӑнланма хӑнӑхса ҫитнӗҫем, вӑл хӑйӗн туйӑм-сисӗмне мӗн май килнӗ таран ӳстермех тӑрӑшать. — Ӑҫта ҫухалса пурӑнтӑн? — тесе ыйтрӗ унран Туман. — Халь тин мӗн ӳкӗнмелли пур ӗнтӗ! — мӑкӑртатрӗ Юра; вӑл хӑйӗн тусне хӑй мар, ҫӑк метеостанцири хӗрача хӑй кӗлеткипе хупласа хӳтӗленӗшӗн вӑтанчӗ. Тӗмеске ҫинче, инҫетре иккӗмӗш бригадӑн хирти будкипе станӗ курӑнса кайсанах, Ҫӑрттан мучи юлхавлӑн юртакан ӑйӑрсене чарса тӑратрӗ, урапа ҫинчен анчӗ. — Ӑна пит те анлӑн пуҫласа янӑ! — терӗ Степан малалла. Вӑт ҫакна юрататӑп эпӗ! Медсанбатпа пӗрле пыракан Александра Ивановна Горева вӑхӑтлӑха арми хирургӗ хушнисене туса пычӗ. Вӑл хирурги госпиталӗнче те хӑйне валли ӗҫ тупма пултаратчӗ ӗнтӗ, анчах Горева хӑй ҫак кунсенче Венӑна штурмлакан дивизисен медсанбачӗсенче кӑна ӗҫлесси ҫинчен татӑклӑнах пӗлтерчӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: пирӗн ҫакӑнта пуҫласа лайӑх ҫапмалла та, ҫак участокра наступлени пуҫласа ямалла. Вӑл кухньӑна кайрӗ, кӑмака ӑшнелле пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ — эпӗ Никифорыч патӗнче хӑнара. — Инҫе каймалла мар, ҫӑмӑл пулать тетӗр эппин? — тесе ыйтрӗ Айртон, кулнӑ пек пулса. — Эпӗ пӑшал перем-ха, — терӗ Ӑмӑрткайӑк, — вӗсем вут курма е кӗрӗслетнине те пулин илтме пултараҫҫӗ. — Ну, апла пулсан, ӗҫ пулчӗ, — терӗ палламан ҫын. Виҫӗ пӳлӗмӗ те темӗнле хӑйне майлӑ сывлӑшпа тулнӑ, — сывлама ҫӑмӑл та уҫӑ, анчах калаҫнӑ чухне сасӑ ирӗксӗрех пусӑрӑнать, хыттӑн калаҫнипе стенасем ҫинчен тинкерсе пӑхса ларакан ҫынсем лӑпкӑн шухӑша кайнине пӑсас килмест. — Сирӗн Гриша вӑт — чӑнах та герой! — пӳлчӗ ӑна Алексей. «Тӑхӑр» секундра судье сасартӑк Ривэрӑна калла тӗртсе янӑ. Вӑл лаша ман алӑра хӗрӗх ҫул ӗҫлерӗ, сан аллунта тата ҫавӑн чухлӗ ӗҫлӗ, анчах эсӗ ӑна эрнере пӗрре кӑна ҫитер, унсӑрӑн ӗрӗхсе кайӗ!.. Сарӑ хуплашкаллӑ шкул тетрачӗсем манпа пӗрле Нюрнбергах пынӑччӗ. Унтан эпӗ анне юлашки кунӗсене пурӑнса ирттернине ӑнланса илтӗм… Ӑна леш йытӑ сӑнлӗ ҫын, — хаклӑ тирсемпе сутӑ тӑвакан чи пуян купец — Паула Менотишӗн вуншар пин пӗтерни, ҫав хӗрарӑм хӑйне ҫаппа-ҫарамас кӑтартнӑшӑн кашнинчех ӑна виҫшер пин тӳлени ҫинчен каласа пачӗ. Леш ӑна шалти кӗсйине тирпейлӗн чиксе хучӗ, тепӗр хут: «Тепӗр сехетрен!» тесе, алӑк патнелле утма пуҫларӗ, анчах каялла парт ҫаврӑнчӗ те, Санин патне чупса пырса ӑна аллинчен ярса тытрӗ, ун аллине кӑкри ҫумне чӑмӑртаса, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ: «Ырӑ кӑмӑллӑ яш! Вӑл, хура шыв ҫине хӑраса тинкерсе пӑхса тӑчӗ, анчах хыҫалтан ҫынсем капланса килсе ӑна:— Мӗн ҫӑварна карса тӑратӑн, ухмах? Инҫетре ларакан форт хапхи патӗнчи ҫирӗм ҫуртлӑ ял лавӑпа ҫунса кайнӑ. Чакаласа тунӑ турилкке, хуран ҫакмалли ҫеклӗ, икӗ аяккинчен ҫаврака шӑтӑксем туса тухнӑ пир тавраш тӗртмелли темле япала, ҫуна тупанӗсем, йӗлтӗрсем — тем те пурччӗ кунта. Ытла ахальтен, пӗрер пусшар хурса кӑна выльӑпӑр, выляса илессишӗн мар, тет. Апельсин йывӑҫҫинчен тунӑ унӑн хитре уххи тата хӳрине тӗк чикнӗ ҫӗмренӗсем те ахалех шкапра выртнӑ. Ӑна вӑл хӑй куҫӗ умӗнчех курать. — Епле шанмалла мар? Тӗл пулатпӑр эпир санпала, Суламифь, анчах эпир пӗр-нӗрне паллаймастпӑр, апла пулин те пӗр-пӗрин патнелле тунсӑхлӑн та хаваслӑн талпӑнӗҫ пирӗн чӗресем, мӗншӗн тесен эпир санпа пӗрре курнӑҫнӑ ӗнтӗ, ман сӑпай, ман ҫепӗҫ Суламифӗм, анчах эпир куна астумастпӑр. Юр ҫума чарӑнчӗ, пӗлӗте хупӑрлакан шурӑ тӗтре ҫийӗн хӗвел курӑнса кайрӗ, унӑн шуркам ҫути тусемпе йӑлӑмсене ҫутатрӗ. Юр ҫитти куҫа йӑмӑхтармаллах шап-шурӑ пулса тӑчӗ. Багдадри султан арӑмӗн кӗпине алмаз сапнӑ пек, вӑл хӗвел ҫинче пин те пин хӗлхемпе йӑлкӑшса йӑлтӑртата пуҫларӗ. Сӑмах хушмасӑрах ӑна итлерӗмӗр: ҫав самантра вӑл темӗнле сисмен хушӑрах пире хӑй аллине ҫавӑрса илчӗ. Анюта ҫавӑнтах Гвоздев патне ҫыру ҫырса ячӗ. Ку ҫыру вӑл ку таранччен ҫырнӑ ҫырусенчен чи ачашши тата чи пысӑкки пулчӗ. Апрельти ҫак чи ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ кун кӑвакарчӑн аҫине апат та кирлӗ мар. Пирӗн хушӑра роман пулман. Пирӗн шурлӑхсенче ҫаплах-ха кайӑк кӑвакал ушкӑнӗсем кӗшӗлтетеҫҫӗ; анчах вӗлтӗрен кайӑкӗсем асра та ҫук ӗнтӗ. Ик аллӑма тӑсса ик еннелле сарса ярсан та пилӗк клавишне анчах илме пултараттӑм, клавишне аялалла пусса антарас пулсан, ӑна мӗнпур вӑйпа чышкӑпа ҫапма тиветчӗ. Джима вӗсем хытӑ вӑрҫрӗҫ, пӗр-икӗ хут питӗнчен ҫупкӑ та пачӗҫ, Джим пӗр сӑмах та каламарӗ, хӑй мана пӗлнине пач та палӑртмарӗ; вара ӑна хӑй ларнӑ хӳшше каллех кайса хупрӗҫ, кивӗ тумнех тӑхӑнтартса, каллех сӑнчӑрларӗҫ, анчах халӗ кравать уринчен мар, стенан аялти пӗрени ҫине ҫапса лартнӑ тимӗр ункӑран кӑкарчӗҫ, унӑн хуҫи киличчен шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитерме хушрӗҫ, хуҫи килмесен, аукционтан сутса яричченех ӑна ҫапла усрамалла терӗҫ; эпир чавнӑ ҫула питӗрсе хучӗҫ, ҫӗрле икӗ фермера пӑшалпа хурал тӑратма, кӑнтӑрла алӑк умне бульдог кӑкарма йышӑнчӗҫ; пӗтӗм ӗҫсем пирки калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӗсем Джима татах тепӗр кана ахалех, ӗҫсӗр аптранипе, вӑрҫма тытӑнчӗҫ, вара ватӑ тухтӑр кӑштах итлекелесе тӑчӗ те ҫапла каларӗ: — Эсир ӑна ытлашши хытӑ ан ятлӑр, мӗншӗн тесен вӑл начар негр мар. — Хитре эсӗ, Ульяна Ивановна. Вӑл тӗлӗнсех кайрӗ. Пӑх-ха эсӗ: пур драмӑсем те, романсем те — пурте кӗвӗҫӳ пирки… Унти ял ҫыннисем пурне те ӑнланаҫҫӗ темелле. — Кам пӗлет ӑна! Грушницкий килчӗ те мана мӑйран ыталаса илчӗ, — ӑна офицера кӑларнӑ. Лашасем мана ҫителӗклӗ тенӗ пекех ӑнланаҫҫӗ. — Сан пек пӗрмаях ҫӳрет, пӗрре те килте лармасть; пӗркун пӗрне персе вӗлерчӗ. — Вӗсен аллинче карап пур, вӗсем кирек хӑҫан та хӑйсен авалхи ӑсталӑхне — тинӗсре ҫаратса ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Ҫӗрлехи кӗпе-йӗм ҫине пальто тӑхӑннӑ Смурый йывӑррӑн утса, янтракан мӑн сасӑпа пурне те ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: — Намӑса пӗлӗр ӗнтӗ! — Эпӗ, господин Иозеф, ҫак ҫул пуҫламӑшӗнче Крымра, Российӑра, пултӑм, — тӑсрӗ малалла американец. Паллах ӗнтӗ, вӑл ӗҫе цензора пуҫран ҫапнинчен пуҫласа ярать. Чӑнах та, мӗн тума пултарнӑ-ха вӗсем? Анчах тӗрӗслӳ унӑн кӑмӑлне тултараймарӗ: ҫунтармалли сахал, тискер кайӑксене унпа кӑна нумайччен тытса тӑраймӑн. Патагонец питӗ хӑранипе шуралсах кайрӗ. Иван Петрович хӑйӗн шухӑшӗсем ӗҫе кӗресси, кӗрес марри пирки питех иккӗленсе тӑман. Люба тантӑшӗсем пурте качча кайса пӗтнӗ… Мӗншӗн-ха эрехрен ҫӑкӑр шӑрши кӗмелле? — Тен, ҫӳлерех, тусем ҫинче, шыраса пӑхӑпӑр? — Дмитрий Никанорович! — кӑшкӑрса ячӗ Елена. — Сыв пул, манӑн савнӑскерӗм… Ҫак кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ юрра вӗсем икӗ ҫаврӑм юрламашкӑн ҫеҫ ӗлкӗрчӗҫ, сцена ҫинчен тепӗр юрӑ, революциллӗ юрӑ, илтӗнсе кайрӗ: Ҫунсам, ҫунсам чӗрем пӗр вут-хӗмпеПӗр харӑссӑн тӑрса таптар тӗрӗксене. Кунта Оленин хитре хӗрӗн пит-куҫне пӗрремӗш хут пӗтӗмӗшпех курчӗ, халиччен вӑл ӑна тутӑрпа куҫ таран ҫыхса лартнӑскерне анчах курнӑ. Клуб буфетӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ Ухтищев тӗл пулнӑ. Ирхине, ыйхинчен вӑраннӑ хыҫҫӑн, Павел Жухрайӑн кровачӗ пушах иккенне курчӗ. — Ӑҫта-ха вӑл пирӗн сержант юлташ? Вӑл хӑравҫӑ пулнӑ, нумай тата тӑранма пӗлми ҫинӗ, вара ҫинипе йывӑрланса ҫитсе е ҫывӑрнӑ, е:— Анне, мана кичем! — тесе ӳпкелешнӗ. Аманнӑ ҫын йывӑҫ патне шуса ҫитнӗ-ҫитнех, ҫавӑ ӑна калама ҫук асап кӑтартнӑ пулин те. — Тавтапуҫ! Ун ҫине пӑхатӑп та ӑна мӗншӗн йывӑррине ниепле те тавҫӑрса илме пултараймастӑп; ҫак самантра вӑл, сасартӑк питӗ хытӑ хурланнипе, сиксе тӑчӗ те сада кӗрсе кайрӗ — унта вара, касса янӑ йывӑҫ пек, ҫӗр ҫине ӳкрӗ. Ҫӗр ҫинче вӗри ҫӑлкуҫӗнче пурӑнакан курӑксем те пур вӗт-ха. Сан патна эпӗ фронтран ҫырнӑ пек туятӑп хама — фронтра кӗрешсе вилнӗ тус та атте ҫинчен. Хамӑн куҫӑмсем умӗнче, ҫак тӑвӑр вырӑнта, вутлӑ-хӗмлӗ шӑранчӑк юхӑмӗсем галерея кӗтессисене епле ҫапӑна-ҫапӑна саланса кайнине, темӗн пекех вӗри пӑссем хӗсӗнсе пухӑнса тӑнине курса тӑнӑ пекех туйрӑм. — Санӑн ҫывӑрас килмест, эс ҫывӑранҫи кӑна тӑватӑн! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тӑрӑх вӑл ҫывӑрасси ҫинчен пачах шутламаннине асӑрхаса, вара утияла сирсе пӑрахрӑм. — Вылямаллисем? Санӑн ачасем те пур-и вара? — Мӗне кура йышӑнатӑр эсир ҫав Малевский господина? — ыйтрӑм эпӗ унран пӗррехинче. Ӗҫне тӑвас умӗн малтан лайӑхрах шухӑшласа пӑх. — Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Вӑт мӗнле асӑрханса ҫӳремелле, Гек. Лось пичӗ ҫинчен унӑн ҫӳҫне сирчӗ: — Мӗскер санпа? Остап тӗлӗкре аташса козаксенчен кама та пулин вӑратмарӗ-и тесе, Андрий сыхлануллӑн йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. — Эсир ман шухӑша пӗлесшӗн-и? — терӗ хирӗҫ майор. — Пит хавас ӑна каласа пама. Тепрехинче эпӗ, ҫамрӑк демократ пек пулса, атте умӗнче ирӗклӗх ҫинчен калаҫма тытӑнтӑм (вӑл кун атте, эп каланӑ евӗрлӗ, «кӑмӑллӑччӗ», ун пек чухне унпа тем ҫинчен те калаҫма пулать). — Ирӗклӗх, — терӗ вӑл, — пӗлетӗн-и, ҫынна мӗн ирӗклӗх пама пултарать? Пӗр вунӑ ҫул каярах эпӗ хам та ҫав ремеслопа пурӑнаттӑм. Унтан, упа вӗллене пӗтӗмӗшпех ҫаратма тытӑннине ӑнланса илеҫҫӗ пулмалла та — тытӑнаҫҫӗ вара! «Художник картининче талант вӑйлӑн сисӗнсе тӑрать», тенӗ вӑл: «анчах пит-куҫсенче тасалӑх ҫук; пачах урӑхла, вӗсенче демонла вӑй пур пек, кӑна художник мар, темле усал вӑй ӳкернӗ тейӗн». Вӑл яланхинчен нумайрах калаҫнӑ, уҫҫӑнах хӑйпе калаҫакан хӗрарӑма йӑпатма тӑрӑшни палӑрнӑ. Морис ӑна улталанӑ эппин. — Эсӗ чармӑн-и мана? — Ну, — тетӗп эпӗ, — апла эпир те хамӑра пулӑшма усал сывлӑшсене чӗнсе илер мар-и? Эпир лешсене ҫапса аркатма пултаратпӑр е ҫук? Пурте тапак хутаҫҫисене кӑларса, ун тавра кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Унӑн картинине йышӑнман, пӗрремӗш вырӑнта хӑйӗн ученикӗ тунӑ картина пулнӑ. Кун ҫинчен пӗлтерсенех вӑл ҫав тери кӳренсе ӳкнӗ. Унашкал шутлас пулсан, пукансем ҫинче те ниҫта та кайма ҫук; хамӑр хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кресло ҫине тутарсем витнине, унтан кӳмеллӗ урапа тунине, пери лавҫӑ, тепри тарҫӑ пулнине, хӗрсем варрине ларнине, виҫе пукана виҫ лаша вырӑнне шутланине, вара эпир ҫула тухса кайнине, ман шутпа, Володя хӑй те астӑвать. Ҫынсем манпала тата пушшех лайӑхчӗ, мана, Павӑла кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахнӑ пек, кӑшкӑрса пӑрахмастчӗҫ, хама хисепленине палӑртмашкӑн мана атте ячӗпе чӗнетчӗҫ. Кӗҫех акӑ тирӗк тӗпсӗрлӗхелле вӗҫекен шар пек курӑнма тытӑнчӗ. — Е ӑмсанатӑн-им? — шӑппӑн каларӗ Устенька. Ну, епле, Ваня? — Вӑл чирлӗ-и? Каллех ыталашатӑр-и? — илтӗнсе кайрӗ вӗсен хыҫӗнчен Павел Петрович сасси. Ҫавӑн пек мӗскӗн этемсем салхуллӑ ҫӗршывӑн сӑн-питне илемлетме пултарайман. Сӑмахне вӑл кӑмӑлсӑр мӑртӑклӑхпа татрӗ те пӗтӗм чӗрипелен ӗҫе ярӑнчӗ. Каллех шӑплӑх пусса илчӗ. Санӑн пӗр пус укҫа та ҫук-ҫке. Хӗрарӑм пулни — хурлӑх ҫеҫ вӑл. Ҫавӑн пек кая юласси хӑш чухне пӗтӗм халӑх шӑпине татса пама пултарать-ҫке. Огнянов пӑлхавҫисем ал айӗнче мӗн пуррипех апатланчӗҫ. — Эпӗ хамӑннишӗн ответ тытатӑп… Анчах санӑн «рабочисем пек» тени — кивелнӗ ӗнтӗ, леш… Вӑл ӑна шӑлпа катса пӑхрӗ. Ҫӑварта ырӑ кедр ҫӑвӗ шӑрши сарӑлни сисӗнчӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра, йӑслав чарӑнсанах, такамӑн ҫиллес сасси хыттӑн пӑшӑлтатса кайнӑ: — Я-арса илчӗ те, шельма, ша-атӑрр! чӗпӗтрӗ… Хӑвӑртрах! — Мӗнле апла? — ыйтрӗ Елена. Вӑл темскер каласшӑн иккӗн. Ҫапах та ҫакна ӑнланса илейместӗп эпӗ. Марта тухса тарчӗ, эпӗ те ун хыҫҫӑн сирпӗнсе тухрӑм, сӗтел хушшине, халиччен хам ларакан вырӑна пырса ларнине те сисмерӗм. Председатель сӗтелӗ тӗлӗнче Сталинӑн сарӑхса кайнӑ портречӗ, хирӗҫле стена ҫинче — Морозов ҫип фабрикин тӗрлӗ сӑрпа ӳкернӗ картини-реклами ҫакӑнса тӑрать, ӑна шӑнасем вараласа пӗтернӗ. Тӗрӗссипе, закон тӑрӑх тума тӑрӑшатӑп, — уншӑн та тавтапуҫ турра! «Доктор» ҫамки ҫине вӗтӗ тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ. — Эпӗ хамӑн пурнӑҫ ҫинчен шухӑшларӑм та — турӑҫӑм, Иисусе Христе! Тӗксӗм ӳт-тирӗ ҫинче питҫӑмарти хӗп-хӗрлӗ, ҫав тери ҫутӑ хӗрлӗ, вилмелле хӑрушлӑх пулас пулсан та, вӑл сӑнран ӳкес ҫук пек туйӑнать. Судья ӗнтӗ хӑйӗн панамине хывса, приговор вуламашкӑн хура калпак, вилӗмӗн салху эмблемине тӑхӑнма хатӗрленет. Пӗр ҫынна — ҫар командирне пытарса усрас шухӑш пур, тейӗп. Даша инке эпир ун пӳлӗмне пырса кӗнӗ чух ҫывӑратчӗ-ха, ахӑрнех вӑл пире тӗлӗкре куртӑм пулас тесе шутларӗ пуль те, чавси ҫине таянса, ыйӑхланӑ куҫпа темӗнччен пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ. — Ну, манӑн выртса ҫывӑрасчӗ, ҫул ҫинче ывӑнтӑм эпӗ. Опытлӑ палачсен аллинче ку ӗҫ нумая пырас ҫук. — Хӑвӑн пурнӑҫӑнта санӑн ху пӗле тӑркачах тунӑ ирсӗр ӗҫсем сахал мар пулнӑ вӗт, кала-ха пӗр тунмасӑр, — терӗм эпӗ. Ҫук, ку тӗлӗк мар. Вӑл пуҫне уҫнӑ халлӗнех аташнӑ, ӑна решеткене каснӑ пек туйӑннӑ, анчах решеткене пырса та тӗкӗнмен-ха. Пире ҫав тери хӑвӑрт юхтарса аялалла кӗрлесе анакан шыв Америкӑри темӗнле чӑнкӑ шарлавкӑсенчен те хӑвӑртрах юхнӑ пек туйӑнать. Паян ҫӗрле курнӑҫатпӑр-ха», — чӳрече витӗр кӑшкӑрса юлчӗ Калугин. Праскухинпа Пест вара, казак йӗнерӗсем ҫине ӳпӗнерех ларса, хӑйсене хӑйсем казак вырӑнне хурса-и, тен, ҫул тӑрӑх юрттарчӗҫ. Унӑн тутисем темӗн пӑшӑлтатаҫҫӗ, ачанни пек шуранка та чечен сӑн-пичӗ, ачаш ача халиччен курман хуйхӑпа тертленнӗ пек, пӗркеленсе илет. — Ӗҫӗ ҫавӑ, — васкамасӑр кӑна хушрӗ Кораблев, — сана шкултан кӑларса ярасшӑн. Ҫапла тумалла, мӗншӗн тесен ССР Союзӗшӗн социализм вӑл ӗнтӗ кӗрешсе ҫӗнтерсе илни пулать. — Атя пӗрле. — Килӗшместӗн пулсан, кирек мӗн ту! Пурте ҫикелерӗҫ, Калчо Букче ҫимине перекетлӗ тытмаллине те манмарӗҫ, унтан ӑна сывлӑх сунса хӑварчӗҫ. Кайӑксем пек пурӑнни Гленарванпа унӑн юлташӗсем хӳтлӗх тупнӑ йывӑҫ вӗсене мӑйӑр йывӑҫҫи пек курӑнчӗ. Пур ҫӗрте те этеме улталама, ӑна ҫаратса нимсӗр тӑратса хӑварма, унран харпӑр хӑй валли усӑ ытларах илме, унӑн юнне ӗҫме намӑса пӗлмесӗр сӗмсӗрленни куҫкӗретӗн курӑнса тӑрать. Ватӑ сунарҫӑ тӗрӗс каланӑ. Катӑркас тӗми ҫине ҫирӗк тӑррисем кӗтӳпе пырса ларчӗҫ, тӗмине хӗвел ҫап-ҫутӑ ҫутатса пӑхать, ҫирӗк тӑррисем хӗвелшӗн хӗпӗртесе тата савӑнӑҫлӑрах чӗвӗлтетеҫҫӗ; хӑйсем мӗн хӑтланнине пӑхсан, вӗсем шкула ҫӳрекен арҫын ачасем пек туйӑнаҫҫӗ. — Халӗ эпир кусемпе лекместпӗр-и ӗнтӗ? — терӗ Гаврила, урипе тавар тӗркисене тӗксе. — Ҫӗрле мӗн вӑрларӑн? Эпӗ, тӳссе тӑрайманнипе:— Мӗншӗн уттармастӑн-ха ара эсӗ? — терӗм ямшӑка. — Вӑл ҫенӗхе чи малтан кӗчӗ, шӑрпӑк ҫутса, тӗттӗм чӑлан алӑкне уҫрӗ. Лаша чупса пынӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, хыҫҫӑнах хыттӑн йытӑ вӗрни илтӗнчӗ. Эпӗ хама хам мӗнле тыткаланине пӗрмаях сӑнать вӑл. — Кӑна вӑл — турра калать… — витӗмлӗн, вӗрентӳллӗн ӑнлантарнӑ Маякин. Воропаевпа хутшӑнасси унӑн пачах темле урӑхла майлашӑнса кайрӗ. Ҫак ӗҫ 70-мӗш ҫулсенче, хӗллехи микунӑн тепӗр кунне пулнӑ. Эпӗ манран ыйтма тапратаҫҫех, вара эпӗ турюнӗ сыпманнине пӗлеҫҫех тесе килелле чупса карӑм. — Хӑшӗсем ҫаксене ача-пӑча ыйтӑвӗсем тесе шутлаҫҫӗ… Шубинпа Берсенев хыҫалта пыраҫҫӗ. Пурне те пӗр хурлӑхлӑ туйӑм ҫавӑрса илнӗ, — вӑл туйӑм амӑшне те куҫса, ӑна тата ытларах ыраттарчӗ. Каҫару ыйтатӑп ку лайӑх ҫынсенчен, — хушса хучӗ Гаррис тӑрӑхласарах кӑнтӑр штатсенчи американецсем негрсемпе калаҫнӑ пек. Исидора плантаторӑн юлашки сӑмахне астуман пек пулса ответлерӗ: — Ия, эпӗ тӳрех Мартинецӑн гасиенди патӗнчен килетӗп. Денни юлашкинчен хӑйӗн шанчӑкӗ ҫывхарчӗ тесе шутланӑ. Сэм Мэнли хӑй те ҫителӗклех ӗненсе ҫитнӗ пек туйӑнать. Хутран-ситрен алӑк умӗнче тӑракан часовой иртен-ҫӳрекенсене яланхи пекех «кам унта?» тесе кӑшкӑрать те каллех лӑпланать. Амӑшне хӑй ывӑлӗн куҫӗнче куҫҫулӗ пур пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та ӑна лӑплантарма ӗмӗтленсе, чунӗ ыратнине туйса, вӑл ассӑн сывласа илчӗ те:— Тӑхта, сана та илсе кайӗҫ-ха, — терӗ. Хӳмесем ҫуммипе пытанса, сассӑр та хӑвӑрттӑн кайрӑмӑр, ҫул ҫинче нимӗнле хӑрушлӑхпа тӗл пулмасӑрах юлашкинчен «Адмирал Бенбоу» патне ҫитрӗмӗр. Малтанхи кунсенче вӑл Андрей клубран е вӑйӑран таврӑннӑ хыҫҫӑн, тепӗр куннех, кашни ир тенӗ пекех, Андрейран хӗр ҫураҫас пирки ӗҫсем мӗнле пынине ыйтса пӗлнӗ. — Ан пӑшӑрханӑр, — терӗ майор, — унӑн ҫитменлӗхӗсем тупӑнаҫҫӗ. Наталья куҫӗсене хупнӑ, ывӑннӑн пуҫне уснӑ, шап-шурӑ шурса кайнӑ, пӗчӗк ача пек хӑраса, вӑтаннипе чӗтресе ларать. Иван Кузмич ним тӑва пӗлмесӗр аптӑраса тӑчӗ, Марья Ивановна пит те шурса кайрӗ. Ыйхӑ тӗлӗшпе те хӗр пекех таса та чипер вӑл, ҫак ылханлӑ Лушка! Эрехе ҫавӑн пекех ӗҫсе тултарнӑ хыҫҫӑн чи хӑрушӑ иртӗнӳсем пулассине Джон Мангльс сисрӗ. Озеровпа Яхно хыҫҫӑн пыракан боецсем ҫине пӑхма та йывӑр: пурте ырханланса кайнӑ, куҫӗсем хӗрелсе ларнӑ, шӑнса кӳтнӗскерсем, хӑйсем ҫине вӗсем кӑвайт умӗнче ҫунтарса шӑтарнӑ тата пылчӑкланса пӗтнӗ тумтирсем тӑхӑна-тӑхӑна янӑ. — Парӑр Туфта юлташа, вӑл пӗтӗмпех майлаштарӗ. Итле мана: уйрӑл эсӗ капитан хӗрӗнчен, Чӗмпӗр ҫулне эпӗ тасатнӑ, нимӗн хӑрамалли те ҫук. — Ҫапла тунипе эсир хӑвӑр та питӗ йӗркеллӗ ҫын — un galant' uomo — иккенне лайӑх кӑтартрӑр. — Эпӗ тек хӑпараймастӑп, — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Акӑ вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна сывласа илчӗ, сумкине чул ҫине лартрӗ. «Мӗн паттӑрлӑхпа мухтанмалли пултӑр? — шухӑшларӗ пуль йытӑ. Хӑвса яр тӗксӗм шухӑшсене… Капитан тата Грэй ӑна пӑхма тытӑннӑ. Эпӗ куҫ хӗррипе пӑхса илсенех, ӗҫ шанчӑксӑррине куртӑм. Анчах Апраксия пикене питех ӗненмерӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав хыпарсене Бузуняк Петко арӑмӗнчен кӑна пӗлнӗ иккен, тата Рачко Добиче тӑхлачи каланӑ, тет, тӑхлаччин вара хӑлхи те мукарах-мӗн. Вӑрман кашлать: чӗпӗтекен сивӗ ҫил вӗрет. Космически лаборатори атмосфера тулашӗнчи Ҫӗрӗн ҫӗнӗ спутникӗ пулать. Эсир патаксемпе ан ҫапсамӑрччӗ, — хӑйӗн ҫывӑхӗнчи хӗрарӑмсене чӗпӗткелесе тархаслать вӑл, ҫав хушӑрах хӑй пуҫне пӗшкӗрте-пӗшкӗрте вӑйпах кулма тӑрӑшать. — Веткинран ыйтрӗ Ромашов. «Мӗн эс ун пекех хыпӑнса ӳкрӗн?» — Дикарьсемпе мӗн ӗҫ пур пирӗн! — Анчах вӗсем… — Пирӗншӗн вӗсем хӑрушӑ мар! Васкас пулать! Ҫамрӑк хӗрарӑм ҫынсем ҫине сехри хӑпнӑ кӑвакарчӑн пек пӑхать те ыйтать: — Кӑларсамччӗ ӗнтӗ, мӗн-ма вӑл ҫапла? Алӑксемпе чӳречесене турттарса кайнӑ. Ҫулӑн материалсен пайӗ Токарева Бояркӑри складран ҫирӗм пӑт пӑта илсе тухса кайнӑшӑн айӑплать. Рабочи класӑн диктатурин никӗсне сарнине тата диктатурӑран обществӑна патшалӑхлӑ ертсе пыракан меллӗрех, ҫапла вара — тата хӑватлӑрах система тунине вӗсем — рабочи класӑн диктатурине вӑйлатнӑ пек мар, ӑна вӑйсӑрлатнӑ пек, е ӑна пӑрахӑҫ тунӑ пек те ӑнлантараҫҫӗ пулсан, — ҫапла та ыйтма тивӗҫ: пӗлеҫҫӗ-ши ҫав господасем кӑшт та пулин — мӗн вӑл рабочи класӑн диктатури? Ҫутҫанталӑк ҫак тискер шыв кайӑкне питех те вӑйлӑ куҫ панӑ, вӑл чи тарӑн шыв пит хытӑ пусса тӑракан вырӑнта та лапчӑнмасть. — Эпӗ куна вӗренмен, — терӗм эпӗ. Еленӑпа Инсаров тӗлӗнсе пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ; вӗсем сӑмах хушасса кӗтсе тӑмасӑрах, пӳлӗме пӗчӗк те шӗвӗр питлӗ, ҫивӗч куҫлӑ, капӑр тумланнӑ ҫын кӗрсе тӑчӗ. «Дункан» ҫинчи паруссене хӑрӑмпа вараланасран чехлӑсемпе тирпейлесе чӗркенӗ; кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчен хирӗҫле ҫил вӗрет, ҫавӑнпа вӗсен усси те ҫук. Аврамица ӑна хӗрхенсе пӑхса тӑчӗ. Боримечка вара васкавлӑн чупса ҫитрӗ те, тикана ярса тытса, пӗрлех ҫӗрелле явӑнса ӳкрӗ. Мӗскӗн Пойндекстер, вӑл нихӑҫан та ӗнтӗ хӑйӗн ывӑлне чӗррӗн курас ҫук! 1378 ҫулхине, Куликово ҫапӑҫӑвӗнчен икӗ ҫул маларах, летописец ак мӗнле ҫырнӑ: «Пӗлӗт ҫинче темиҫе каҫ хушши ҫакӑн пекки курӑнчӗ: хӗвелтухӑҫӗнче ирхи шурӑмпуҫ умӗн хӳреллӗ ҫӑлтӑр сӑнӑ евӗр пулса тӑчӗ… Арӑм мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ан тутӑрччӗ тесе ҫеҫ шутланӑ эпӗ. Ан тив, куртӑр! Мӗншӗн тесен, малашне те ҫакӑн пек пурӑнсан, манӑн ҫак япаласене витмелӗх тумтир те пулас ҫук! Йӗмӗ вӑл халӗ те ҫӗтӗк, пӗр ячӗ кӑна юлнӑ. Кивӗ мӑка бритва Макарӑн тӗксӗм питӗнчи шӑрт пек хытӑ хура сухалне хыттӑн ҫатӑртаттарса хырать, хӑй вӑл питне асаплӑн пӗркелентерет, ахлатать, шывланнӑ куҫне аялти кӗпе ҫаннипе шӑла-шӑла илсе, вӑхӑт-вӑхӑт хуллен ӗхлетсе илет. Ун умӗнчи ҫынна чупма тата та йывӑртарах пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл сасартӑках кӗпер карлӑкӗ ҫинелле тӗшӗрӗлчӗ. Эпир вӗсем валли тарпа пулясен пысӑк запасне, тӑварланӑ качака ашӗн купине, нумаях мар эмел тата ытти кирлӗ япаласем, инструментсем, запаслӑх парус тата доктор сӗннӗ тӑрӑх чылай пысӑк порци тапак хурса хӑвартӑмӑр. Вӑл Олейникпе тӗл пулса калаҫнисене пурне те аса илнӗ. — Шухӑшлама та хӑрамалла, мӗнле усал ӗҫ тунӑ вӑл, — тесе мӑкӑртатать хӑй ӑссӗн мустангер, — хӑй куккӑшӗн ывӑлне вӗлернӗ те ун пуҫне касса татнӑ! Ҫапла, чура вӑл, чура пулма ҫуралнӑ. Уринчен кӑкарнӑ нӑрӑ евӗр, пӗрмай юратнӑ пӗчӗк флигель тавра явӑнтӑм; ӗмӗрлӗхех унта юлассӑм пек те туйӑнатчӗ мана… анчах ку пулас ҫук япалаччӗ, мана аннем вӑрҫатчӗ, тепӗр чух Зинаида хӑй хӑваласа яратчӗ. Пирӗн вӑйӑ тата темиҫе минута тӑсӑлчӗ. Эпӗр халӗ хуҫан вӑйӑ шухӑшӗ маррине сисрӗмӗр те, пӗрин хыҫҫӑн тепри выляма пӑрахса, туха-туха кайрӑмӑр; ҫитес кунсенчех ваканци пуласси ҫинчен ҫул ҫинче калаҫкаласа, хваттерсене салантӑмӑр. Пӗр юланучӗ теприне хӑвалать, малти юланучӗ пуҫсӑр. Аннӳн ахахӗсене ҫакса яр, Любовь. Капла тунипе вӑл, хӑй аристократ мар пулин те, вӗсенчен пӗртте кая мар иккенне кӑтартасшӑн. Мӗншӗн-ха штаб-офицер ҫав тери вӑйсӑр та юлхавлӑ, хурланчӑклӑ сасӑпа калаҫать? Вӑл ӗнтӗ хӑйпе калаҫаканнине вӑл хӑй аристократ тата ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ иккенне, подпоручикпе те калаҫма именсе тӑманнине кӑтартасшӑн. Мӗншӗн-ха, эппин, юнкер, хӑй пирвайхи хут курнӑ барыня хыҫҫӑн утнӑ май, ҫав тери хӑлаҫланкаласа, куҫ хӗскелесе пырать? Пурӗ пӗр ун патне пыма хӑяймасть вӗт-ха вӑл? Унтан ҫил ҫула майлӑ вӗре пуҫласан, «Пилигрим» типҫӗр патнелле хӑвӑрт ҫывхарса пычӗ. Кам юлать, ҫамкине — пуля. Пӗр ҫын хӑвармиччен вӗлерсе пӗтеретпӗр, никама та каҫару пулмасть. Аван ишсе килтер. — Пулать, анчах ҫил хирӗҫле пулсан, «Дункана» Туфольд бухтине ҫитме, питӗ нумай вӑхӑт кирлӗ. Акӑ Карлуша, хулари ухмах, пӗр-вӗҫӗмрен питне пӗрсе е кулса ҫӳрекенскер, леш енчи ҫыран хӗррипе утса иртрӗ, пирӗн хапха умне чарӑнчӗ» Даша инкепе калаҫма пуҫларӗ пулас. — Пӗлместӗп, — тавӑрчӗ Павка. Плошадьре пӗр чун та ҫук… Аппаратӑн аял пайӗ ҫӳлтинчен чылай йывӑртарах, ҫавӑнпа та, планета туртӑмӗн сферине лексен, аппарат ун еннелле яланах карланкипе ҫаврӑнать. Ҫапла тусан ӗнтӗ полкра пемелли вут-ҫулӑм хӑвачӗ ҫителӗксӗрри сисӗнсех кайма кирлӗ мар, ҫавӑнпа вара ҫапӑҫу хирӗнче тӗл пулма тивӗҫ икӗ вӑя кӑшт та пулин танлаштарнӑ пек тума та пулать. Эпӗ ӗмӗтленнисенчен хӑшӗ пурнӑҫа кӗчӗ-ха? — Динго Гаррис хыҫҫӑн каймарӗ-ши? — ыйтрӗ Том. — Ҫухалчӗ… Ыттисем Литль Рокран илсе килнӗ кукуруза ҫӑнӑхӗпе, тӑварланӑ какайпа пурӑнаҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тата килнӗ чух туяннӑ сурӑхсене пусаҫҫӗ. Пурӑнӑҫ чӑтмалла мар йывӑрланса ҫитсен те пурӑнма пӗл. Кӑвак мустангӗ турри патне ҫитсе пыни палӑрса тӑнӑ. Вӗсем ним чӗнмесӗр калинккерен тухрӗҫ. Унта курӑк айӗнче шапа нумай. Пуринчен ытла ҫакӑ кӑмӑла хуҫать: вӑл хӑйне хӑй ҫав тери чипер тесе шутлать пулмалла, анчах хӑйӗн пӳ-сине — пӑхма намӑс. Сӑнӗ-пичӗ, Фома Григорьевич каларӗш, йӗрӗнмелле, ним латти ҫук, хӑй ҫапах та хӗрарӑм хыҫҫӑн ҫӳреме пӑхать. Кӑнтӑрлахи апат хатӗрлеме хушмалла пулчӗ. Унччен мана алӑ ҫупсах каймастчӗҫ-ха, анчах эпир ҫамкасемпе ҫапӑнсан пурте хӗрсе кайса алӑ ҫупрӗҫ. Вӑл мана мӗн таран асаплантарма юранине пӗлет тейӗн, эпӗ ҫилленсе кайсан, ҫавӑнтах аяккалла вӗҫтерет е пӗр-пӗр пустуй япала ҫинчен каласа мана култарса ярать, вара ҫиллӗм иртсе каять те ӑна хулӑпа лайӑхрах вӗрентмешкӗн аллӑм ҫӗкленеймест. Подпоручикра тӑнӑ чухнех пӗрре эпир пӗринпе сыпкаларӑмӑр та, ҫӗрле тревогӑ пулчӗ; акӑ хайхи пирӗн, хӗрсе ҫитнӗскерсенӗн, фрунт умне тухса тӑмалла пулчӗ. Унта ӗҫе вӗренӗн, — тесе хушса хучӗ. Ҫавна чи малтан вӑл шухӑшласа кӑларнӑ, теҫҫӗ. — Е Сталина кирлӗ пек пӗлтермеҫҫӗ-ши? — терӗ вӑл, пӑртак шӑпах пынӑ хыҫҫӑн; Воропаева каллех хӗрарӑм хӑйӗн хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илнӗн туйӑнчӗ, — е эпӗ, чӑнахах та, мӗн иккенне пӗлместӗп-и. Анчах нимӗҫ ҫыннисем ир тӑраҫҫӗ: тӑхӑр сехет ҫитичченех кельнер ӑна: фон Рихтер подпоручик господин сире курасшӑн, тесе пӗлтерчӗ. Каҫ пулас умӗнхи вӑхӑта Олейникпе Андрей тата Жигалов наблюдательнӑй пунктра ларса ирттерчӗҫ. — Ну мӗн тӑвӑпӑр-ха эппин, хамӑнах пӗҫерес пуль вара… Нимӗне тӑман теорисем пире иккӗлентереҫҫӗ иккен. Дамянчо хӑй историне каласа пӗтерме те ӗлкӗрейменччӗ-ха, Гинка ҫав хушӑра Лалка ӑҫта тесе пӑхкала пуҫларӗ. — Мӗншӗн? — Чухӑнланчӗ Дон, чӑн-чӑн казаксемсӗр тӑрса юлчӗ, вӗсем вырӑнне путсӗрсем йышлӑланса кайрӗҫ: сутӑнчӑксем, усал чунлӑ ҫынсем… Ҫав самантрах пӑшал пени те илтӗнсе кайрӗ — ку ӗнтӗ тӑшманӑн йышӗ пысӑк иккенне асӑрхаттарчӗ. Ҫук! Акӑ армири пурнӑҫа куртӑр, тар шӑршине пӗлтӗр, шаматон (шӑпӑрлан) мар, салтак пултӑр. Гвардие ҫырнӑ! Санин ответлес вырӑнне ун аллине кӑкри ҫумне тытса хытӑ-хытӑ чӑмӑртарӗ те ӑна малалла илсе кайрӗ. Халь ӗнтӗ ткачпа кум ҫенӗке кӗрсен хӑйсене хӑйсем мӗнле туйнине хӑвӑрах чухласа илме пултаратӑр: кумӑн арӑмӗ килтех, вӑт кӗтмен инкек! Ехусем ҫав тери аван ишме, шыв айӗнче нумай вӑхӑт тытӑнса тӑма пултараҫҫӗ. Эпӗ лӳппер ҫын, анчах ҫапах та тӗрӗслӗх ӑнланатӑп! Сирӗн пата ман пӗр ӗҫ пур. Унӑн карапӗсенчен пӗри, «Приключени» ятли, Фюрно капитан ертсе пыраканскер, декабрӗн 17-мӗшӗнче пӗр шлюпкӑна ҫыран ҫине курӑксем пуҫтарма янӑ, анчах вӑл каялла тавӑрӑнайман. Ун ҫинче тӑхӑр матрос тата мичман пулнӑ. Хыпса ӳкнӗ Фюрно капитан вӗсене шырама Бюрней лейтенанта янӑ. Ӗҫӗм те ҫук та-ха ун пирки… ан пӑшӑрхан, тесшӗнччӗ ӑна эпӗ, ун ҫинчен никама та каламӑп, тесшӗнччӗ. Яков ҫакна ӗненнӗ: этем — кӑткӑс мар, ӑна пуринчен те ытла кӑмӑла каяканни — ҫав кӑткӑс мар пулни, вӑл хӑй те, этем, нимӗнле пӑлхануллӑ шухӑшсем шухӑшласа кӑлармасть, хӑй ӑшӗнче йӑтса ҫӳремест. Анчах мӗнле тарҫӑ тытнӑ-ха ҫав ҫын? Ҫулҫӳревҫӗсемпе килти ҫынсем апата тивӗҫлипех хакларӗҫ. Сӗтелӗ хушшинче калаҫу хӗрсе кайрӗ. — Ӑҫта, мур илесшӗ? — Эсир, ырӑ ҫын, «Адмирал Бенбоу» трактир патӗнче, Хура Холм бухтинче тӑратӑр, — терӗм эпӗ. — Эпӗ сасӑ илтетӗп, ҫамрӑк сасӑ, — терӗ старик ҫурӑк сасӑпа. Ҫак кунхине унӑн ӗҫ ӑнса пычӗ. — Мистер Кассий Кольхаун хӑрушӑ ҫын-и, е пачах сиен туманскер-и, камӑн мӗн ӗҫ вара? Чӑннипе каласан, маншӑн пурӗпӗрех. Халӗ вырсарникун, тен, тунтикун та пулӗ, тенӗ Том. Каяйӑп-ши?» Ромашка ҫав тупрана ҫӑвӗпех шырарӗ. Запаслӑрах ҫынӗсем мӗн илсе пынисене пурне те юлаканӗсене парса хӑварнӑ. Кун пек калаҫу уншӑн ҫӗнех мар пулмалла, анчах Давыдов чӗнмесӗр ларчӗ, тата вӑл хӑйне темшӗн аван мар туйрӗ. Пӗрене сулли унӑн кӑмӑлне кайнӑ пек туйӑннӑ, вӑл, сулӑ хӗрринех вырнаҫса, юханшывӑн салхуллӑ анлӑшне тӗллесе пӑхса, нимӗн те сисмесӗрех тата асапланмасӑрах шыва епле путас-ши тесе шухӑшласа ларнӑ. Мӗне юрӑхлӑ ӗнтӗ халь Баклашев? Вӑл каллех тӑчӗ те, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне хурса, пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ. Вӑл питех те илемлӗскер, — терӗ Паганель, — ытарма та ҫук илемлӗ вӑл! Ак эпӗ станичнӑй патне кайса калатӑп, ашшӗне те йӑлтах каласа паратӑп. Ҫынсем, пурте тенӗ пекех, вӑрттӑн е уҫҫӑн хӑйсене унран ӑслӑрах тесе шутланӑшӑнах ухмах; вӗсем кирлӗ мар япаласем ытлашши нумай шухӑшласа кӑлараҫҫӗ; тен, вӗсем ӑна хӑйсем темле суккӑр пулнӑ пирки тӑваҫҫӗ пуль, кашниех, хӑйне ҫынсем хушшинче ҫухатасран хӑраса, хӑйне хӑй курасран хӑраса, ыттисенчен палӑрмалла уйрӑлса тӑма тӑрӑшать. Енчен ҫав паллӑсене тупаймасан… Вара мӗн пуласси ҫинчен шухӑшлас та килмест манӑн, ытти пирки шухӑшлама та хал ҫитмест. Халӑх ушкӑнӗнчен темле хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ, вӑл хаяррӑн ҫапкалашса, жандармсен ӗретне татса, Вальӑсем патне кайма тытӑнчӗ, анчах ӑна тытса таҫта сӗтӗрсе кайрӗҫ. Кӗркурие Кубаньрен пӗрремӗш салам илсе килтӗм. — Ак ҫакӑ та государство ҫинченех, анчах ҫӑмӑлтарах, савӑнӑҫлӑрах! Халь ӗнтӗ пушшех ӑнланмалла мар!» — шухӑшларӗ Левко хӑй ӑшӗнче. — Эпӗ вилме те шутламан. Кам мӗнле рольте вылянине ҫуртсерен тенӗ пек ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ, Огнянов граф ролӗнче пуласса хӗпӗртесе пӗлчӗҫ. Йӗри-тавра — вӗҫӗ-хӗррисӗр — тап-таса юр хирӗ сарӑлса выртать. Пуран икӗ кӗске стенисем ҫинче — хӗвелтухӑҫ тата хӗвеланӑҫ енче икшер бойница ҫеҫ. Кӑнтӑр енче, алӑк патӗнче те икӗ бойница. Ҫурҫӗр енче — пиллӗк. Куҫсем ман кӑшт ухсахлаҫҫӗ. — Иван Кралич тетӗр-и? Баннике те эпӗ вӑл партирен мӑшкӑлласа кулнӑшӑн тата вӑрлӑхлӑх тыррине сыснасене ҫитерсе яма тӑнӑшӑн хӗнерӗм… — Мана санран пулӑшу кирлӗ пулать… Мана вӗрилентерсе пӑрахнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен эпӗ тем те пӗрсемпе суйланма пуҫланӑ. Хама тата темшӗн аннене вӑрҫнӑ. Иван Иваныч тахҫанах тухса кайнине, унӑн ура йӗрӗсем уйра икӗ кун ҫеҫ выртнине, вӗсене юр шӑлса кайнине пӗлетӑркачах, Иван Иванычпа та темскер калаҫнӑ пек. — Булак ҫинче, — мӑкӑртатрӗ вӑл, пӗтӗм кӗлеткипе кӑрт та карт сиксе илсе. Ҫунса кайнӑ участок урлӑ эпир ним йӗрсӗр те каҫса кайма пултарас пек туйӑнать мана. Ман пата ҫӳреме май ҫукчӗ. — Кур-ха, манӑн арӑм епле ҫавӑрттарать! Яков Лукич та вара ҫак хаклӑран та хаклӑ тырра, кӗҫех макӑрса ярас тенӗ пек, лашасем валли (правлени лашисем валли кӑна!) пӗрер виҫен ӑскаласа парать, ӑна та пулин вӑрӑм та йывӑр ҫула тухса каяс умӗн ҫеҫ парать. Пирӗн Макар Нагульнов каланӑ пек, Ставрополь енчи мӗскӗн середняк та вак-тӗвек хуҫа. Его величество сывлӑшри утрава ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле куҫарма, аялта ҫӗр ҫийӗнче ларакан пӗтӗм королевство столици Лагадо хули патӗнче чарӑнса тӑма приказ пачӗ. Кунта чӑнах та пилӗк халӑх пулнӑ; нимӗҫ, эстонец, латышка, вырӑс тата украинец. Паровозсене ҫӗрле пушатма тивет, ирпеле вӗсене хӗртсе пӑхӑпӑр. Холява пӗтӗм лини тӑрӑх хӑйӗн чекист-тусӗсемпе телефонпа калаҫрӗ. Эпӗ Генри часах киле таврӑнать пулӗ тесе ҫур сехете яхӑн кӗткелерӗм, анчах вӑл килмерӗ. Каярахпа, атте кӑмӑлӗ ҫинчен шухӑшланӑ чух, эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: унӑн ман ҫинчен те, ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен те шухӑшлама вӑхӑт ҫук; вӑл теме урӑххине юратать, унпа киленни ӑна ҫырлахтарать. А квалификаци? Джим та калать, кунашкал пысӑк пулӑ пӗрремӗш хут куратӑп, тет. Пуҫа ҫирӗ! Кӑштах лӑпланса, вӑл пысӑк куркапа харӑсах икӗ хут шыв ӑсса ӗҫрӗ, йывӑр шухӑша кайса, сак ҫине пырса ларчӗ. Петӗр ҫыру пӗлнӗ. — Островновра, — хуравларӗ Давыдов, кӗлетсем патӗнче халӑх ушкӑнӗнче усаллӑн савӑнса кулса тӑракан завхоза аса илсе. — Эсир, Дантон, Прусси тетӗр, эсир, Робеспьер — Вандея. Намӑс ҫуртсене кашни уйӑхрах, ӗҫ укҫи илнӗ кун каятчӗҫ; ҫав телейлӗ кун ҫинчен пӗр эрне малтан сасӑпа калаҫсах ӗмӗтленетчӗҫ, вӑл кун иртсе кайсан вара мӗнле ыр курнисем ҫинчен пӗр-пӗрне нумайччен кала-кала паратчӗҫ. Хуторсем йывӑррӑн шӑпланса, тӳлекленсе ларнӑ. Эпир иккӗн тавлашса кайнӑ, сирӗн ӗҫ ҫук. Ҫултан пӑрӑнтӑм та пӗр икӗ километр кайрӑм — икӗ урапа лараҫҫӗ; пӗр мучи вут ҫинче пӑтӑ пӗҫерет, урапа айӗнче вӑкӑр пек тӗреклӗ, сарлака пит-куҫлӑ йӗкӗт выртать, ура тупанне хыҫкалать, ҫулҫӑллӑ туратпа шӑнасене хӑвалать. Ватӑ Пойндекстер аллинче халь пӗр акр та ҫук, тата пӗр негр та. Тата тепӗр виҫ-тӑватӑ минутран вӗсем сухӑр шӑрши кӗрекен ҫӗнӗ хӑмасем ҫинче ларнӑ, Андрейӗ Марийкӑна аллинчен тытса калаҫнӑ. Ҫулсем иртрӗҫ, манӑн ҫав аслӑ ҫулпа тепре каймалла пулчӗ, ҫав вырӑнсенех ҫитмелле пулчӗ. — Телей парнеленӗшӗн, вӑрҫнӑшӑн, суккӑр тенӗшӗн. Анчах эпӗ пачах суккӑр тесе ан шутла эсӗ! Панкратов, Окунев тата темиҫе ҫын Мотовиловка станцине пынӑ та пушӑ ларакан ҫуртсен чӳречисемпе алӑкӗсене тӑпӑлтарса кайнӑ. Халех илсе килсе парӑр ӑна чи хаклӑ пушмак, ылтӑнлине! «Британи» ҫав ҫырансен хӗррипе тӑсӑлакан чуллӑ ҫӗрсем ҫине ҫапӑнса ваннӑ пулсан, ҫакӑн евӗрлӗ инкек Вӑтаҫӗр Африкӑн тискер ҫӗрӗсенче пулнӑ пекех, ӑна ниҫтан та пулӑшу пулма пултарайман. Лап-лап ҫӑвать шурӑ юр. Ҫунат ҫапса пӗр ҫӑхан Ҫуна тавра явӑнать; Пиччене бургомистр Финзен та питӗ аван йышӑнса хӑна турӗ. Вӑл пӑртакках тапӑртатса илчӗ те, вӑрман хӗрринчи выҫӑ мулкачӑ пек ӑшаланчӗ, сасартӑк, хӑраса ӳкнӗн, кӑшкӑрса ярас пек хӑй те тухса кайма шутлани ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫӗр ҫӑтасшӗ, ҫак хула ҫинчен те, Уилкссем ҫинчен те пӗтӗмпех пӗлсе ҫитрӗ ӗнтӗ: Питер мӗн ӗҫпе пурӑннӑ — вӑл тир-сӑран ӑстаҫи пулнӑ-мӗн, Джордж платникре ӗҫленӗ, Гарви темӗнле сектӑри проповедник иккен, тата ыттине те тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса пӗлчӗ те юлашкинчен ҫапла каларӗ: — Мӗншӗн-ха эсир пӑрахут патне ҫитичченех ҫуран утнӑ? Поддубецра митинг пулнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кӳршӗри саларан пухӑннӑ хресчен-арҫынсемпе хӗрарӑмсен пилӗк пин ҫынлӑ масси, ҫур километр тӑршшӗ колонна пулса, малта ВВО батальонӗ тата унӑн духовой оркестрӗ ертсе пынипе, хӗрлӗ ялавсем ҫӗклесе, сала тулашне — чикӗ патнелле тапранса, каять. Хӑйсем вӗҫӗмсӗр калаҫаҫҫӗ. Экватор тӗлӗнче, Луалаба шывӗ ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле кукӑрӑлнӑ ҫӗрте, темиҫе ҫӗр туземец ларнӑ тӑватӑ кимӗ Стэнлин пӗчӗк флотилине тапӑннӑ, анчах Стэнли вӗсене хӑратса тартма вӑй ҫитернӗ. Эпӗ ҫавӑн пек шутлассине кукамай, вӑл турӑ амӑшӗпе Премудрая Васелиса ҫинчен каласа кӑтартнисем, кӗпе ҫӑвакан телейсӗр хӗрарӑм Натали тата хӗрарӑмсем куҫпа пӑхса йӑл кулнисене хам темиҫе ҫӗр хут, пин хут та курни ҫирӗплетсе хуратчӗ, — хӗрарӑмсем, пурӑнӑҫӑн амӑшӗсем, ҫавӑн пек пӑхса йӑл кулнипе савӑнӑҫ тӗлӗшӗнчен, юрату тӗлӗшӗнчен чухӑн пурӑнӑҫа илемлетеҫҫӗ. Юратса пӑрахнӑччӗ эпӗ пӗр… хӗрарӑма. Вӑл хӑй ӑнланса илме пултарайманнипе килӗшнӗ пек туйӑнать. Кунта пӗр граф тытса тӑракан авалхи парк пуҫланса каять, унӑн ешӗл-симӗс йывӑҫҫисем хушшинче унта та кунта дачӑсем, чечек вырӑнӗсем, оранжерейӑсем, фонтансем вырнаҫнӑ. Павел киле сӗм ҫӗрле пулсан тин тавӑрӑнчӗ. Ку вӗт ботаниксемшӗн чӑн-чӑнах пысӑк уяв пулмалла! Унтан эпӗ икӗ пистолет илтӗм. Пулясемпе тарсем манӑн малтанах пурччӗ, эпӗ вара хам лайӑх хӗҫпӑшаллантӑм, тесе шутларӑм. Эпӗ тупрӑм та, ҫав парса ячӗ, те… — Мулкач каҫхине вӑйлӑ ҫӳренӗ: йӗр нумай. — Ҫап ӑна! — илтӗнчӗ ҫилӗпе кӑшкӑрни. Халь эпӗ чирлӗ-и-мӗн? Тарас пуҫне сулчӗ. Ҫынсем, вырӑс йӑлипе, тӑлӑхсене, чухӑн-мӗскӗнсене шеллеҫҫӗ пулсан — вӑл ҫапла пулмалла та. Вӑл ҫав тери аялта тӑсӑлса тӑратчӗ, лӑп ман кӑкӑр тӗлне килсе тухатчӗ. Эпӗ пурне те хам курнӑ, хам куҫсемпе, а эсӗ унта пулнӑ-и? Ачасем тинех куҫӗсене уҫрӗҫ. Нимӗҫсем уншӑн питӗ ют, ҫавӑнпа та вӑл вӗсен ӗҫӗсемпе Голышев пек интересленме пултараймарӗ. — Курӑр ӗнтӗ, — терӗ Р. малалла, — нимӗҫсен шыв айӗнче ҫӳрекен кимми Ҫӗнӗ Ҫӗр таврашӗнче пирӗн самолетсене те персе пӑхрӗ, акӑ ӑҫта ҫитрӗ эппин вӑрҫӑ. Вӑл енче пачах лӑпкӑ-ҫке-ха… Ну, эрех ӗҫни — аван-ха вӑл. — Хӑй мӗн шыранине тупатех ӗнтӗ, — каласа хучӗ Нечо советник. Эпӗ нумайччен калаҫрӑм, анчах та эпӗ хам мӗн калассине малтан хатӗрлесе хутӑм, ҫавӑнпа та пӗр такӑнмасӑр каларӑм. Тупӑпа пенӗ сасса Иван Боримечка яланхи пек ятлаҫни пулмарӗ-ши, тесе шӳтлеме те пӑхрӗ тахӑшӗ. Акӑ, вӑл Сашенькӑна качча илесшӗн, анчах мана, амӑшне, ун ҫинчен каламан… Ҫав хушӑрах асӑннӑ Флестрин, аслӑ патша ирӗк пани ҫине тайӑнса, сӑмах пӑсса сутӑнса, Блефуску императорне пулӑшу парас, хавхалантарса кӑмӑлне ҫӗклентерес шутпа нумаях та пулмасть пирӗн его величествӑн тӑшманӗ пулнӑ, унпа кӗретех вӑрҫӑ вӑрҫакан монарх патне халех ҫӳреве кайма шутлать. — Ку аван! — Вӑл мансӑр вилсе каять, — кӑшкӑрса ячӗ Елена, ним тума аптраса. Вӑрӑм та ҫинҫе ураллӑ шыв кӑпшанкисем тӗкӗр пек тикӗс шыв тӑрӑх ҫинҫе йӗрсем туса чупкаларӗҫ. Хӗрӗсем шӑппӑн аяккисенче пӑхса ларчӗҫ. Шутласа пӑхатӑн та: сӑмах пек хӑватлӑ та… хӑватсӑр япала тӗнчере урӑх нимӗн те ҫук иккен! Салли аппа та, Том та пуҫран тухмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ питӗ начар ҫывӑртӑм. Анчах Базаровӑн амӑшӗ куҫӗсенче мӗн палӑрнине шутласа ларма вӑхӑт пулмарӗ; вӑл ӑна сайра-хутра кӑна, кӗске ыйтусемпе кӑна чӗнкелерӗ. Ҫурта вут тӗртнӗшӗн кам айӑплӑ? Начальник. Los jndios! Пӗр тӑван пулсан та ҫакнашкал тӗлӗнмелле япала тӑвас ҫук. Шӑпӑрт, кулькульсем! Климов штурмана. Пур япаласем те ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑраҫҫӗ, пӳлӗмре савӑк, ҫурхи вӑшӑл-вӑшӑл ҫил манӑн «Алгебрӑн» листисене, Николай ҫӳҫен пӗрчисене вӗлкӗштерет. — Апла пулсан, вӑл ҫамрӑк ҫын чӑнах та лешӗнчен маттуртарах пулмалла, — терӗ Симурден. Урисем лакӑмсене ана-ана кайнипе лашасем такӑнаҫҫӗ, шыв айӗнче курӑнми пулнӑ курӑксемпе ҫыхланса ӳкеҫҫӗ. — Мана час-часах ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗретчӗ, — терӗ вӑл ҫӗнӗрен калаҫма пуҫласа, — мӗнле улталама пултарнӑ-ха вӑл Артура? Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл тутлӑ шухӑшсем айне путнӑ. Ҫак самантра чулту енчен лаша ури сассисем уҫҫӑнах илтӗнсе килнӗ. — Ҫапла, ҫапла, чунӑм, тӗрӗс! Ҫав хушӑра хӑй лара-тӑра пӗлмерӗ, аллипе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана каларӗ, сулахай енчи мӑйӑхне аялалла пӗтӗрсе усасшӑн тӑрӑшрӗ, тем те хӑтланчӗ ӗнтӗ. Хӗвел анма пуҫланӑ пулин те питӗ шӑрӑх тӑрать. Чӗрене мӗнле хуйхӑ пуссан та, шухӑша темӗнле инкек йывӑрлатсан та, пурте пӗр самантрах иртсе каять, чӗрем ҫӑмӑл, ӑс-пуҫ пӑшӑрханнине ҫан-ҫурӑм ӗшенни ҫӗнтерет. Нимӗн тивӗҫсӗрех эпӗ камӑн та пулин асапне е савӑнӑҫне кӳрекен сӑлтав пулса тӑрасси — пирӗн мӑн кӑмӑллӑхӑн чи сӗтеклӗ ҫимӗҫӗ мар-и-мӗн? «Йӗксӗксем! — шухӑшлаттӑм хам, — сире ман вырӑна лартасчӗ! Пур ҫӗрте те ҫынсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, хӑйсене пӑлхантаракан чӗнӗве хӗрӳллӗн сӳтсе яваҫҫӗ. Юлашки кунсенче вӑл ура ыратать, тетчӗ. Эпӗ сире Синопа ҫинчен, Хура Ура йӑхӗнчи пӗчӗк индеец ҫинчен каласа парасшӑн. Вӑл тепӗр хут пеме хушрӗ. Мӗнле-ха апла ҫӗлен ун урлӑ каҫма пултарнӑ? Вӑл хӑйӗн ҫамрӑк хӑнине асӑрхарӗ те, кӗреҫи ҫине таянса:— Сывлӑх сунатпӑр! Укҫине вӑрлатӑп та пытарса хуратӑп, кайран, юханшывӑн анат вӗҫне кайсан Мери Джейна укҫана ӑҫта пытарнине ҫыру ҫырса пӗлтерӗп. — Сирӗн аллӑрта пиншер укҫа, эсир, ухмахсем пек, кавлесе тӑратӑр. — Акӑ пилӗк пуслӑххи, акӑ ҫирӗм пуслӑххи, ытти ффффю! — терӗ вӑл, аллипе кулӑшла паллӑ туса. — Мӗн? — кӑшкӑрса ячӗ Людмила, ун патнелле чупса пырса. — Леш, мана вӗлернӗ каҫранпа. Давыдов вӑй-хал ӗҫӗсӗр тунсӑхласа ҫитнӗ. Халь те вӑл шӑп кӑна ҫавӑн пекчӗ. Шел, йӗкӗт, Макарушка мана калаҫура эпӗ унӑн словарӗнчен пӑхмасӑр калама вӗреннӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе усӑ курма чарчӗ, атту эпӗ сана ҫав сӑмахсемпе путарсах лартнӑ пулӑттӑм, вара эсӗ мӗне мӗн тума каланине ӗмӗр ӑнланса илме пултарас ҫукчӗ! — Мӗнле туйӑмлӑ, мӗнле илемлӗ пирӗн кӗлӗсем, чӑн мар-и? — ыйтнӑ Медынская. Йыттӑна пар та — алӑ ҫапӑпӑр. Сарайӗнче, ҫуначӗсене ҫапса, автан авӑтса ячӗ. Вӑл кӑшкӑрса янӑ; анчах тӗттӗмре сасӑ ян-ян! кайнисем питех те хӑрамалла илтӗннӗ, ҫавӑнпа вӑл урӑх кӑшкӑрса та пӑхман. Пӗччен пурӑнма мана питӗ йывӑр, сире пӗччен — тата йывӑртарах. Халь пурте паллӑ! Сирӗн умӗн тухнӑ свидетель мӗн каланине илтрӗр-и эсир? Мӗн пулса тӑнине курӑпӑр. — Ман атте апат вӑхӑтӗнче унпа юнашар ларчӗ, хӑйӗн яланхи илемлӗ те лӑпкӑ кӑмӑллӑхӗпе хӗре йӑпатрӗ. Анчах вӗсен пурин те хӑйне уйрӑм пит-куҫчӗ. Тен, ку тӗрлӗ тум тӑхӑннӑран ҫаплалла туйӑнчӗ-и? «Ҫакӑ ак, ахӑртнех, слесарь пулнӑ, — ҫывӑхран иртсе пынӑ май, пичӗсене пӑхса, шутланӑччӗ ун чух Ромашов, — ку вара хавас кӑмӑллӑ пулас та хуткупӑс калама ӑста пулма тивӗҫ. Нумай курнӑ эп хам ӗмӗрӗмре!.. — Маттур, Букче! — терӗ Мичо. — Эсӗ пирӗн тупӑпа перекенни пулӑн. — А-а, — сас пачӗ Уэлдон миссис, — Дик Сэнд, сире Негоро ҫухални ҫинчен каласа та пачӗ-и? Конституцин пӗрремӗш статйи ҫавӑн ҫинчен калать те ӗнтӗ. Челкаш вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те ансӑр вӗрен-пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Эпир пурте юханшыв хӗррипе вӑрманти кушак аҫисем пек ҫухӑрса чупатпӑр. Пӗлӗт тӑруках тӗттӗмленчӗ, ҫиҫӗм ҫиҫме тытӑнчӗ, ҫил тухса кайрӗ, ҫулҫӑсем ҫатӑлтатаҫҫӗ, ҫан-ҫурӑм шӑнмаллах сивӗтсе пӑрахрӗ. Эпӗ тата нумай тӗрлӗ пӳлӗмсене кӗрсе куртӑм, анчах ҫав пӳлӗмсенче асӑрханӑ тӗлӗнмелле япаласем ҫинче чарӑнса тӑрса вулакана йӑлӑхтарма шутламастӑп. — Унтан йӗме тытӑнчӗ: — Ара, кама кура ҫакнашкал шуйттана ҫуратса ятӑм-ши! — Тускуб, правительство, ҫар юлашкисем тата халӑхӑн пӗр пайӗ хула айне, Магр майра патша Лабиринтне анса пытаннӑ, — терӗ Гор. Гусев сӗтел ҫинчен сиксе анчӗ: — Кун пирки мӗншӗн каламастӑр? «Пӗччен мар вӑл унта!» — шухӑш ҫиҫсе илчӗ унӑн пуҫӗнче. Ромашова итле-итле пуҫӑм та кӑшт ҫаврӑна пуҫларӗ. Сӑмсине тӑм илни иртсе кайрӗ. Ҫав вӑхӑтра Синопа, унӑн ашшӗ тата ытти хӑвалакансем сӑртӑн хӗвелтухӑҫ енӗпе хӑпарса хӗвеланӑҫ еннелле чӑнкӑ шырлан хӗррипе утнӑ. Эсир манран хӑтӑлас тесе кӑна ҫапла ответлетӗр, мӗншӗн тесен эсир мана нимӗн чухлӗ те шанмастӑр. Ирхине хӑратнӑшӑн сирӗнтен каҫару ыйтмалла-ха манӑн. Ҫакӑн пек чухне хӑй айккинче пӑрӑнса юлни ҫав ӗҫе пӗрле тунипе пӗрех иккенне шалти туйӑм та каласа памасть ӑна! Ҫав концерт пӗр сехете яхӑнах тӑсӑлать. Вунпӗр кун хушши канмалла! Альпӑсен чи ҫӳллӗ тӑрнашки патне ҫитсен, караван ҫӗр каҫиччен канма чарӑнчӗ. Кунтан Кобонкра шывӗ, тӑватшар футлӑ тӗме йывӑҫсемпе хупӑрланӑскер, юхса иртет. «Мӗскӗн, мӗскӗн Карл! — тетчӗ вӑл, — сана никам та юратмасть, апла пулин те эпӗ сана никампа та улӑштармастӑп. Техасри тӗрӗслӗх! Анчах бомбёжка хыҫҫӑн, тепӗр сехетрен, дивизи командирӗ Бородин генерал патӗнчен ятарласа килнӗ ҫын ырӑ мар хыпар илсе килнӗ — нимӗҫ самолёчӗсем Вазуза ҫинчи каҫҫа аркатса тӑкнӑ-мӗн. — Мана вӗсем чӑн-чӑн бандитсем пек туйӑнма пуҫларӗҫ тетӗп эпӗ, — терӗ ӑна географ. — Чӑнах-и? — терӗм эпӗ юриех. Давыдов, сассине витӗмлӗрех кӑларма тӑрӑшса, пуҫне ӳпкеленӗ чухнехи пек сулкаласа, ӑна намӑслантарма тытӑнчӗ. — Миҫе ҫул пурӑннӑ эсӗ кунта пӗтӗмпе? — ыйтрӗ Аркадий. Судьясен шутӗнче виҫӗ ҫын пулать: Гешан капитан, Радуб сержант тата эпӗ, председатель. Пӗчӗк чухне эпӗ час-часах унта-кунта пӑхкалама, итлесе тӑма юрататтӑм, нумай япалана ӑнланаймастӑм. Тӑшмана шыраса тупма шухӑшлани усӑсӑр пуласси куҫкӗретех паллӑ: тарнӑранпа нумай вӑхӑт иртрӗ, таркӑнсем халӗ аякра ӗнтӗ. Вӗсене хӑваласа ҫитме нимӗнле май та ҫук: пӗтӗм ҫӗршыв вӗсемшӗн тӑрать — тӗмсем, типӗ варсем, вӑрман чӑтлӑхӗ, ҫынсем. Вара вӑл ман хуҫаран: лайӑх хак парсан, эсӗ ӑна сутма килӗшӗн-и? — терӗ. — Пире, Казондере юлнӑ пулсан, — терӗ вӑл юлашкинчен, — авантарах пулатчӗ пуль, тен. «Комиссарӑн?» — Манӑн фабрика ахаль сӑран кӑна мар, тата ӗҫе кайнӑ сӑран та кӑлармалла, калӑпӑр: чемодансем, атӑ-пушмаксем, лаша таврашӗсем, чӗн… Ик енӗпе лавкасемпе трактирсен вывескисем, купцасем, шлепкеллӗ тата тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑмсем, капӑр офицерсем, — ҫаксем пурте сире кунти ҫынсем хӑйсем ҫине ҫирӗппӗн шанса тӑнине, хӑрушлӑх умӗнче шикленме шухӑшламаннине кӑтартса параҫҫӗ. Пулӑшӑр! — Эпӗ хаклӑ ыйтмастӑп вӗт, хӑвӑр хунӑ хакпах паратӑп. Вӑл хӑйӗн алӗҫне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ те ӑна аллипе сӑтӑркаласа тикӗслерӗ, унтан пуҫне кӑшт чалӑштарса, тарӑн шухӑшлӑн пӑхма тытӑнчӗ. Ҫавнашкал тӗксӗмсем мӗн амака кирлӗ вӗсем пире? Унта никам та ҫук! — Ҫук, каҫарӑр, — терӗ полковник, — малтан сулахай флангра пуҫланчӗ. Вӑл пиҫиххи хушшинчен ҫӗҫӗ туртса кӑларнӑ, пӗчӗк йывӑҫа касса илнӗ те унтан костыль тунӑ. — Эпӗ хамах вӑл, — ответлерӗ граф, питӗ салхулӑланса… — Пӑхӑнасси вӑл пур ҫӗрте те пӗр пекех. Е ҫӗвӗҫӗ? Эпӗ куртӑм: Трухачевский Мускавра пурӑнакан манӑн арӑм ҫавӑн пек илӗртӳллӗ хӗрарӑм пулма пултарасси ҫинчен шутламан та; халь вӑл ҫавӑншӑн питӗ савӑнчӗ, мӗншӗн тесен ман арӑм хирӗҫлеме пултарасси пирки вӑл пӗрре те иккӗленмен. Ҫӗре тахҫанах сухаласа акман. Инглэнд ҫавӑн пек тӑвӗччӗ. Пӑшалне аллинчен ямасӑр, вӑл курӑк ӑшнелле чӑмрӗ. Чӑн та ҫапла пулса тухрӗ вара, уйӑх та иртмерӗ, Петруҫа никам та палласа илеймест хайхи. Эсӗ пӗрре те самолет ҫинче мар, вӑхӑт машини ҫинче малалла та малалла ыткӑнатӑн! Ара, кун пек чух мӗн каламаллине эсӗ хӑв та пӗлетӗн. Устина урипе айккинелле тӗртсе пӑрса, Давыдов лаша ҫинчен анчӗ. Ҫаксем сире пӗтӗмпех паллӑ пулнӑ иккен те эсир мана нимӗн те каламарӑр. Ӑнланчӗ ку паллӑна Остап, вара, засадӑран тухса, тӑшман утлӑ ҫарне вӑйлӑн пырса ҫапрӗ. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн сквайрпа доктор капитан патне ларчӗҫ те, канашлама тытӑнчӗҫ. Канашлу кӑнтӑрла иртсенех пӗтрӗ. Доктор шлепкине тата пистолетсем илчӗ, пиҫиххийӗ хушшине кортик чикрӗ, картӑна кӗсъине чикрӗ, хулпуҫҫийӗ ҫине мушкет ҫакрӗ, унтан ҫурҫӗр енчен хӳме урлӑ каҫса, часах чӑтлӑх хушшинче ҫухалчӗ. Вӑл ҫавӑн пирки сеймра та пулман…» Питне тӗксӗмлетсе, вӑл ӗнтӗ юлашки сӑмаха ҫырса пӗтеретчӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра чӑмласа йӗпетнӗ пӗчӗк хут ҫӑмхи ун ҫамкине ҫемҫен ҫатлаттарса, ӳт ҫумне ҫыпӑҫса ларчӗ. Пусма тӑрӑх аннӑ чух Кира такӑнчӗ те, ӳкесрен чӑматанӗ ҫине ларса, ахӑлтатса кулчӗ. Анчах вӑл социализм туса хучӗ. Акӑ лавка хуҫи, анчах вӑл та эпӗ пӗлсе тӑракан лавка хуҫисенчен пуринчен те лайӑхрах. — Тата мӗн калатӑн? — ҫиллессӗн те кӑшт тӑрӑхларах ыйтрӗ Баймакова. Эпӗ сирӗнпе начар вӑхӑтра тӗл пултӑм, хальхи вӑхӑтра эпӗ хам та хӗскӗче лекнӗ, апла пулман пулсан, эпир ӗҫе урах май ҫавӑрса янӑ пулӑттӑмӑр. — Апата ларма ыйтатӑп! — кӑшкӑрнӑ Маякин ушкӑн хушшинче, кӗл ӑшӗнчи хӗлхем пек, вӗлтлетсе ҫӳресе. Эпӗ мӗншӗн айӑплӑ кунта? Вӑл шухӑшларӗ, шухӑшларӗ, анчах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӗ. Эсӗ те килсе-и курма? — терӗ вӑл. Кӑнтӑр Америкӑпа Австралине таҫта шалах кӗрсе кайма эпӗ сире пуҫласа хам сӗнтӗм. Ҫакӑ — хут пӗлекенскер, вӑр-вар та шульӑкларах, калаҫӑвӗ васкавар, ҫыхӑнуллӑ — трактир тарҫинче тӑман-ши вӑл ӗлӗк?» Вӗсене хуса килни чӑн-чӑннипе те курӑнсах тӑратчӗ ӗнтӗ; темиҫе кун каярах кӑна-ха вӗсене, паллах, арӑмӗсемпе ачисем уласа йӗрсе те такмакла-такмакла ӑсатнӑ, никрутӑн ӳсӗр сӗрӗмӗ витӗр макӑрса ярас мар тесе, вӗсем хӑйсем те сатурланма та ҫирӗпленме тӑрӑшнӑ… Ҫак вӑхӑтра кубрикран палуба ҫине Негоро тухрӗ. Ҫуркунне кӑҫал ир, хастаррӑн та — Полесьере ялан пулнӑ пекех — кӗтмен ҫӗртен килсе ҫитрӗ. Сад алӑкӗ уҫӑ, террасӑн йӗпеннипе хура тӗслӗ курӑнакан урайӗнче каҫхи ҫумӑр кӳлленчӗкӗсем типсе иксӗлеҫҫӗ. Сӑмах сыпӑкӗсемпе хӑрӑлтатса, йынӑшса илнисем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ. Хӗнетпӗр тени пулать, — каллех ӑнлантарса пачӗ шакла пуҫлӑ Алешка. Унта пурте унӑнчӗ вӗт. Лаши унӑн, йӑрӑмлӑ серапэ те, ягуар тирӗнчен ҫӗленӗ атти те, тата пуҫӗ те, пӗр сӑн-пичӗ кӑна унӑн марччӗ пулас. Арто, кил кунта, анчӑк ывӑлӗ, эпӗ сана-а! Мӗн ӗҫ тӑвать-ха вӑл, Гек? Ҫул ҫийӗн, хаваслӑн кӑшкӑрса, ҫеҫенхир кайӑкӗсем вирхӗнсе ҫӳрерӗҫ, курӑк ӑшӗнче тыркассем пӗр-пӗрне сас пама тытӑнчӗҫ, сулахайра таҫта аякра текерлӗксем йӗчӗҫ. Ҫын васкать пулсан, ун кун-ҫулӗ вӑрӑм вара, тупӑннӑ ырӑ ҫыннӑмӑр! Сӑранланса кайнӑ кӑкӑрлӑ, йӗри-таврашӗпех хутаҫланса тӗттӗмленнӗ те шӑтарас пекех пӑхакан, хӑрпӑксӑр куҫлӑ Шлейферша, самӑр, тулли хӗрарӑм, сӗтӗртетсе чупса ҫитрӗ. Шавлӑ килкартишӗнче, ӳсӗр ҫынсемпе лӑках тулнӑ ҫуртсем таврашӗнче ҫав икӗ ҫын куҫа курӑнмалла мар, ним сас кӑлармасӑр пурӑнатчӗҫ, хӑна тумастчӗҫ хӑйсем те ниҫта ҫӳреместчӗҫ, праҫниксенче ҫеҫ театра каятчӗҫ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, шӗлепкине илсе, кайма хатӗрленчӗ. Виличчен те-и? Ҫӑварӗнче унӑн килте лартса тунӑ табак йӳҫҫи, пуҫӗ — тараса пуканӗ пекех йывӑр, нумай туртнипе ӑшӗ пӑтранать… Ахаль пурӑнман тес пулать, пыл та ҫу ҫинче пурӑннӑ! Кунта мӗн, йӑнӑш ҫырнӑ-и? Сӑрт умӗпе сарӑлса каякан район нумай ҫимӗҫлӗ, ытармалла мар илемлӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепӗр сӗткенлӗ ҫарансем сарӑлса каяҫҫӗ; вӗсем ирӗккӗнех ҫӗршер пин выльӑхсене тӑрантарса усраҫҫӗ. Малькольм-Кэстль картишӗнче пӗри те чӗнмеҫҫӗ, пурте шӑп, калама ҫук йывӑр, ӗсӗкленисемпе ассӑн сывласа янисем анчах шӑплӑха ҫӗмӗрсе тӑраҫҫӗ. Гленарван хӑй те, Элен та, майор та, хуҫасене ҫавӑрса илнӗ йышлӑ тарҫисем те, замокра пурӑнакансем те, пӗри те сӑмах хушма хӑват ҫитереймерӗҫ. Пулаҫҫӗ те ҫавнашкал ҫынсем! Юлашкинчен вӑл, темӗн итленӗ пек пулса, чарӑнса тӑчӗ, ҫӗрелле кукленсе ларчӗ те ҫыххине хӑй ҫумне хучӗ. Ҫынсем мӗн тери усал та хӗрхенӳсӗр пулма пултарнине курсан, вӑл хӑраса ӳкнӗ. Эпӗ хам та ӑна курса, хӑтланса пӑхнӑ. Эсир ӑнланатӑр, вӗсене ӗҫлеттерекен сисӗм-туйӑм вӑл, хӑвӑр сиссе-туйса курнӑ сисӗм туйӑм мар, вак-тӗвекпе интересленнӗ пирки мар, чапа, мухтава тухас шухӑшпа та мар ӗҫлеҫҫӗ вӗсем, вӗсене пӗр-пӗр урӑх сисӗм-туйӑм, вӑйлӑрах сисӗм-туйӑм, вӗсенчен етресем уланӑ ҫӗрте те ытти ҫӗрти пекех лӑпкӑн пурӑнакан ҫынсем туса хуракан сисӗм-туйӑм ӗҫлеттерет, ку сисӗм-туйӑм вӗсене, пӗрре вилес вырӑнне ҫӗр тӗрлӗ вилӗмпе вилес хӑрушлӑх пур ҫӗрте те лӑпкӑн пурӑнакан тунӑ, ҫав условисенче вӗсем пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлесе, ҫӗр ҫывӑрмасӑр, тасамарлӑхра пурӑнаҫҫӗ. — Ӑнланатӑр-и эсир, — терӗ малалла географ, — хамӑра ҫак ҫӗр Плутоне хӑйӗн вучӗсемпе ҫунтарса пӗтернӗ пек тӑватпӑр, хамӑр вара хӳме хыҫӗнче пытанса юлатпӑр… — Эхе! Каярахпа эпӗ вӑл тинӗс таврашӗнче пурӑннӑ иккенне пӗлтӗм. Вӑл ҫӗтӗк шлепкепе, вараланчӑк кӑвак ҫӑм кӗпе тӑхӑннӑ, ҫӗтӗк пир шӑлавар пӗҫҫине атӑ кунчине чикнӗ, шӑлаварне хулпуҫҫирен килте ҫыхнӑ ҫакӑсемпе тыттарнӑ, ҫук, суятӑп: ҫакки унӑн хӑраххи кӑна. Сик ӗнтӗ!» шутлаҫҫӗ пурте. Унта вара океана ҫитичченех тикӗс ҫул тӑсӑлса выртать. Чун канлӗ мар манӑн: ҫав тухтӑр мана килӗшмест, ман пуҫран тухмасть вӑл! Горизонтран ҫыран хӗрринелле ансӑр сукмак тӑсӑлать; тинӗс хушшинче вӑл ҫухалать, хӑшпӗр ҫӗрте ҫеҫ йӑлтӑртаткаласа илет, вара ҫыран патӗнче сасартӑк анлӑн сарӑлса кайса, чӗрӗ, йӑлтӑрти металл евӗрлӗ чӳхенет. — Ҫапла ҫав, сирӗн куҫсем, ҫак тӗттӗм ҫӗрте «Дункана» шыраса тупасчӗ. Тӑрӑр, тетӗп! Каяс пулать ун патне. * * * Ӗҫме-ҫиме тиенӗ фургон тухса кайсан, пӗр ҫирӗме минута та иртмерӗ, ҫав вырӑнтах тепӗр компани пуҫтарӑнма пуҫларӗ. Унӑн туссем ҫителӗклӗ вӗт. Ял хӗрринчи пӳртсем патӗнче, хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсемпе ачасем пуҫтарӑнса тӑнӑ ҫӗрте, пӑшӑлтатнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Пӗлет вӑл ҫаплах полкри, дамӑсем, уйрӑммӑнах йӑслӑ-пӑслӑ та хӑпартлануллӑ каҫсем тӗлне мӗнле те пулин ҫӗнеткелеме те тӳрлеткелеме тӑрӑшса, пӗртен-пӗр «чаплӑ» платйине темиҫешер ҫул тӑхӑннине, перчеткисене бензинпа тасата-тасата янисене. Эпӗ мазепа-и? — Санӑн Воропаеву ун пек туман пулӗччӗ. Унтан аран илтӗнмелле каласа хурать Суламифь: — Мӗнле лайӑх шӑршӑллӑ вӑл, роза ҫӑвӗ! — Майданов, — терӗ княжна ҫӳллӗ, хыткан питлӗ, пӗчӗк те вӑйсӑр куҫлӑ, питӗ вӑрӑм хура ҫӳҫлӗ ҫамрӑк ҫынна, — сирӗн, поэт пулнӑ май, уҫӑ чунлӑ пулса, мсье Вольдемара хӑвӑрӑн билетӑра памалла — унӑн пӗр шанчӑк вырӑнне иккӗ пултӑр. Пӗр ҫынна вӗлеретӗн-и, ик ҫынна-и, пурпӗрех вӑл, — тет. — Хӑть пӗр ҫылӑх, хӑть ҫич ҫылӑх… Халӗ, тӑванӑм, эсӗ вунсакӑр кун хушши нимӗҫсем патӗнчен тӑватӑ уран упаленсе килнине ӗненетӗп ӗнтӗ. Эпӗ унӑн уйрӑм сӑмахӗсене кӑна тытса илме пултартӑм, вӗсем те пулин пӗр-пӗринпе ҫыхӑнмаҫҫӗ: «Акӑ сана Мануйлиха асанне… Кам вара хӑй — шуйттан пӗлӗ… Ҫулӗсем ман сахалах мар… Урисене хӑршӑнтарать, чакӑлтатать, чаклатать — чӑн-чӑн чакаках…» Эпӗ пӗр хушӑ ним чӗнмесӗр тӑнласа лартӑм, унтан, ман умра — ухмахланнӑ хӗрарӑм, тенӗ шухӑш кӗтмен ҫӗртен ҫурални мана ҫавӑнтах йӗрӗнтерсе, хӑратса ячӗ. Кунта пысӑк сӗтел, сӑран тыттарнӑ хуҫлатмалли пукансем пӗр вунӑ пукан лартнӑ. Ҫавӑнпа та боцман каютӑна пынӑ чухне матроссем ӑна темтепӗр ылханса вӑрҫса илчӗҫ. Килсе ҫитеҫҫӗ те ак — кӑларма тапратаҫҫӗ. Пур япалан та хӑйӗн вӑхӑчӗ. Пиччен лашине пӗрре те кӑшкӑрса, хулӑпа ҫапса хистеме е чӑтаймасӑр васкатса пыма сӑлтав пулмарӗ. Тул ҫутӑласпа эп унта пулатӑп. Анфисушкӑна ӑна валли санӑн ҫул ҫӳремелли пӗчӗк матрасна тата ҫӗнӗ минтерсем хурса пама хушрӑм; хамӑрӑн мамӑк тӳшеке те парӑттӑм та, вӑл ҫемҫе ҫӗрте ҫывӑрма юратман пек астӑватӑп. Сывӑ юлӑр. Хӗнесе тӗпчес йӑла, суд ӗҫӗнче мӗн ӗлӗк-авалранпах пулнӑскер, ӑна пӗтермелли указ тухсассӑн та, тытӑнса тӑнӑ. — Виҫҫӗшӗ те ҫыртаҫҫӗ, — кулкаласа каларӗ Робеспьер. Эсир те ҫаплах-и? Плитасен хушӑк-ҫурӑкӗнче типнӗ мӑк чӗлкӗмӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗрисем халӑха сӑваҫҫӗ, теприсем — мӑйракаран тытса тӑраҫҫӗ… Вӑл сывлама пӗлет, вӑл хӑй мӗн ҫинчен юрланине ӑнланать, ҫапах та — тӑмсай! — Спасибо, тусӑм. Вутпуҫҫине хума пултаратӑн. Эсир, джентльменсем, выртӑр, ан именӗр. Эпӗ тупнӑ ӑна. Хӗрарӑм вилеймен иккен. Мак-Набс малтан вӑл сасӑна тимлесех итлемерӗ. Сасӑ лӑпланманнине кура вӑл хӑлхине тӑратрӗ. Стена патне майӗпен пычӗ те тимлесех итлеме пуҫларӗ. Тулта ӑна тахши чаваланӑ пек туйӑнчӗ. Тутар салхуллӑ юрра тӑсса ячӗ; «Хӑй шухӑшӗсене пурнӑҫа кӗртейӗ-ши? — шухӑшларӗ Берсенев. Георгий ун кӗнеки ҫине чечек ҫыххи хучӗ. Вилме эпир пултарӑпӑр, ку тӗрӗсех. — Куҫ хӑрать те алӑ пултарать, — терӗ пӗри. Анчах ҫапах та юнашарти классенче вӗренекен хӗрачасем мана курма киле-киле каятчӗҫ, хытӑ кӑшкӑрсах манӑн сӑн-питӗмпе пӗвӗм-ҫийӗм ҫинчен калаҫатчӗҫ. Хама хам мӗн пулнине те пӗлместӗп: чӗртсе те ячӗ, пӗҫертсе те илчӗ! Тепӗр кунне уяв пулчӗ. Эсӗ вӗри юнлӑ вӗҫевҫӗ пулнине туятӑп. Шӑнкӑртаттараҫҫӗ! Ҫав сӑмахсем темле асамлӑ вӑйпа хама пулӑшас пекех туйӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене кунсеренех пин хут та калаттӑм пулӗ. Пирӗн пит пысӑк процент тӳлесе кивҫен укҫа илме тивет. Воропаев, паллах, ӗҫлеме пуҫланӑ санаторисенчен пӗрне вырнаҫма пултарнӑ пулӗччӗ, анчах чирлесе выртасси уншӑн питӗ йывӑр пек туйӑнчӗ, тата Сережа та каллех унран инҫетре пулать. — Шухӑшла, тен, хӑвах тавҫӑрса илӗн. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ӗнер Куженков дежурствӑра тӑчӗ, утсене шӑварма хӑй каймарӗ, ҫамрӑк ачине ячӗ: лешӗ, пӗр лаши ҫине утланса ларчӗ те, ыттисене кӗтӗвӗпех сиккипе чуптарса, юханшыв хӗрне хӑваласа анчӗ. «Девятка» ҫӗре анса лармасть, аэродром ҫийӗн ҫаврӑнса вӗҫет. Вӑл пуҫ ҫинченех вӗҫсе иртнӗ чух Алексей акӑ мӗн асӑрхарӗ: самолётӑн хӑрах ҫунатти вӗҫӗ хуҫӑлса ӳкнӗ тата — чи хӑрушши фюзеляжран пӗр кустӑрми ҫеҫ курӑнать. — Кӑштах тӑхтӑр: ун патӗнче халь сывлӑшри разведка экипажӗ доклад тӑвать. Ҫӑлтӑрсен ҫутинче пичӗ уҫӑмлӑнах курӑнать, анчах куҫӗсем курӑнмаҫҫӗ, — путӑкӗсенче пысӑк мӗлкесем ҫеҫ. «Ну, ну, Аграфена Ивановна», — терӗ салтак, ӑна алкум патне ҫавӑтса пырса. Ҫу каҫа ӗҫре яланах кам та пулин ҫук пулать, анчах ун пирки пурӑнӑҫ хӑйӗн утӑмне чарса лартмасть, — Корчагин яланах хӑйӗн пӳлӗмӗнче, вӑл унта пулман кун пӗртте иртмест. Ырханкка та шурӑхнӑ вӑл, хӑлхисем те, Петрушкӑнни пек, сарӑлса тӑраҫҫӗ, сулахай куҫӗ аяккинелле асӑрханса ҫеҫ пӑхать. — Мӗн-ха, тусӑм? Кобире эпир Максим Максимычпа уйрӑлтӑмӑр: эпӗ почтӑ лавӗ ҫине ларса кайрӑм, лав йывӑр пирки вӑл манпа пыраймарӗ. — Мӗне пӗлтерет ку? — терӗ вӑл пӑлханнӑ сасӑпа. — Анчах кама та пулин вилнӗ хыҫҫӑн та ҫӗр ҫинче ҫӳреме май килсен, кун пек Флинт ҫеҫ ҫӳреме пултарӗччӗ. Ку ӗҫ пулса иртнӗ чух Ромаҫ Хусантаччӗ. Нимӗҫсем каҫӑ ҫине персех тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл час та часах ҫӗмрӗлет; черетлӗ налет хыҫҫӑн ӑна юсанӑ чух Воропаев машининчен тухрӗ те обоз колоннине пушӑ вырӑнсене сапаларӗ, машинӑсемпе лавсене килкартисене, пахчасене хӑвала-хӑвала кӗртрӗ. Анчах Женьӑсен хапхи тӑрринче хӗрлӗ ҫӑлтӑр кӑнтӑрла та, ҫӗрле те йӑлкӑшать. Ҫунса тӑрать. Ан кансӗрлӗр. Халӗ ӗнтӗ вӑл тырӑ выракансем камсем иккенне те пӗлет, ҫурласем кӑчӑртаттарса каснине те, ӳкекен пучахсем чӑштӑртатнине те илтет. — Осип Михайлович хӑй килӗшменнине палӑртса, куҫҫуль витӗр чӑрсӑрла пӑхрӗ. — Юнра пӗтӗм вӑй! Сайра-хутра вӑл, питне пӗркелентерсе, сасӑсӑр пӑшӑлтаткаларӗ: — Ерофей Кузьмич!.. Ҫавӑн пек тревога сасси чикӗ хӗрринчи ҫӗршывра виҫӗ пин миля тӑрӑхӗнче пӗр виҫҫӗр ҫул хушши ӗнтӗ янӑраса тӑрать. Вӑл темле ӑнланса илмелле мар, анчах аслӑ Венелин сывлӑхӗшӗн, Адам вӑхӑтнеллех пурӑнса болгарсен королӗ пулнӑ Крум, Хрум е Хром сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех эпӗ ӑна хӑйӗн килтисене те хама ҫав ятпа ан чӗнтерттер тесе йӑлӑнтӑм. Ку вӑл искусство произведенийӗ пулмарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхакансен кӑмӑлӗ пӑтранать, чунӗ сехӗрленет, ку вӑл пӗрре те художник кӑмӑлӗ мар, мӗншӗн тесен художник шиклӗ вӑхӑтра та хӑйне хай лӑпкӑ тытать. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав портрет, алран алла ҫӳресе, куракансен кӑмӑлне пӑсать, художниксен чӗринче юлташӗнчен кӗвӗҫес, ӑна кураймасӑр тӑрас туйӑм ҫуратать, усал ӗҫ тума хӗтӗртет. Хӗр хӑй те ӑна чуптуса илчӗ, ҫапла пӗр-пӗрне чуптунинче вара вӗсем иккӗш те ҫын пурӑнӑҫра пӗрре ҫеҫ курма пултаракан чи хӗрӳллӗ юратӑва туйса илчӗҫ.. — Вӑл ҫынна чӑнласах Айртон тесе чӗнеҫҫӗ. Малтанах чирлисене пӑхса тухар, — терӗ. Эпӗ вара ординарец пулнӑ: аслӑ князь Михаил Павлович вара команда паратчӗ. Хӑйӗн сисӗмлӗ чӗрипе амӑшӗ ҫак ҫынна йывӑррине ӑнланчӗ, анчах Николая вӑл ун чунӗ ыратнӑшӑн хӗрхенме пултараймарӗ. Пур атӑ ӑшне те майра йӗпписемпе ахаль йӗпсем ҫав тери лайӑх вырнаҫтарса чиксе хунӑ, вӗсем тӳрех ман ывӑҫ тупанне тӑрӑна-тӑрӑна лараҫҫӗ. Полк дамисенчен тата Андрусевич поручикӑн шап-шурӑ питлӗ, пӗчӗк, питӗ самӑр, айван та кулӑшларах, киревсӗр анекдотсемпе тӗрлӗ икшухӑшлӑха юратакан арӑмне, ҫаплах Лыкачевсен чиперкке сӑнлӑ, пакӑлтирех те селӗпрех барышнисене чӗннӗччӗ. Вара вӑл, кашни ярса пусмассеренех ҫинҫе кӗлеткипе кӑштах тайкаланса, хура перчетке тӑхӑннӑ илемлӗ пӗчӗк аллипе пичӗ ҫине усӑнса анакан ҫемҫе те варӑм ҫӳҫ пайӑркисене каялла ывӑткаласа, сукмакпа вӗсенчен малтан утса кайрӗ. Вӑл Мересьева ҫав тери ырласа, ӑна «пур йышши авиацире те ӗҫлеме пултарать, мӗншӗн тесен вӑл ӑста, опытлӑ, хастарлӑ лётчик пулса тӑрать», тесе ҫырса пачӗ. — Итле-ха, Гек, — тет Том, — мӗн тери ухмах эпир, ҫавна малтан тавҫӑрса илеймен! — Ан калаҫнӑ пул-л-тӑр! — аллисемпе сулкалашса та лашине чарса, ҫухӑрса ячӗ Лех. * * * Айӑпланакан ҫын ҫапла пӗтӗм кӑмӑлтан каласа кӑтартни ҫавӑнта тӑракансен чӗри патнех ҫитнӗ. Ҫавӑнпа Солоха ӑна, вӑл мӗн каласшӑн пулнине ыйтса пӗлес тесе, пахчана илсе тухрӗ. Унтан вӑл сасартӑк сӗтеле чышкипе тӳнлеттере-тӳнлеттере илет те хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ярать: — Вилме хушаҫҫӗ-тӗк — вилетпӗр! Час-часах Саша чупса килет, вӑл яланах салхуллӑ, яланах васкать тата темшӗн тӳрккесрех, хаяртарах халь вӑл. Вӗсен баррикадине персе шӑтарма тӑрӑшӑр. Вокзалра хулана юлнӑ Соломенкӑри комсомолецсем вӑл турттарса пынӑ рельссене ҫӗр каҫиччен вагонсем ҫине тиенӗ, Дмитрий рельссене хӑйӗн бригадипе Бояркӑна илсе кайнӑ. — Эсир пӗтӗмпех йӗпеннӗ… — Урӑх нимӗн тума та ҫук, — терӗ Айртон. Кораблев «шкапран» тухрӗ, ҫӳҫне тураса якатнӑччӗ, ҫӗнӗ сӑркка костюмпа, ҫамрӑкланнӑ сӑнарлӑ та питӗ чипер. Вильсонпа Роберт пуринчен малтан шыва сиксе хӗрринелле чупса тухрӗҫ. Хам ӑшӑмра темле пысӑк улшӑну пулнине туйрӑм: манӑн ӑшӑм вӑркани эпӗ нумаях пулмасть пурӑнса ирттернӗ хуйхӑран ытла тӳсмиех марччӗ. Сумлӑрах ҫынсем пурте король тавра пухӑнчӗҫ, хӑйсем ун майлӑ пулнине систереҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл, мӗн те пулсан сиксе тухмӗ-ши тесе, ӑна ҫав тери асӑрханса ҫавӑркалать. Кира, ырӑ кӑмӑллӑнах пулас, ахӑлтатса илчӗ, Валя вара куҫне пысӑклатрӗ. Ура йӗрӗсем сайраланнӑҫемӗн сайралса пыраҫҫӗ, пӗве тӗлне ҫитерехпе вара вӗсем хӗрарӑмсем кӗпе чӳхеме анакан сукмакпа хутшӑнаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ. Часах сӑнчӑр сасси илтӗнчӗ, алӑк уҫӑлчӗ те — Швабрин кӗрсе тӑчӗ. Вӗсем хушшинче нушаланса пурӑнакансем пулсан, вӗсене хам ҫурт ҫывӑхӗнче юрӑхлӑ пӳртсем уйӑрса панӑ пулӑттӑм. Катюшӑсем! Георгий тимлӗн те хуллен юрласа ячӗ: Каллех уйӑх пӗлӗт айне пытанать. Базаров выртрӗ те стена енне ҫавӑрӑнчӗ. «Вилӗ чунсем» ятлӑ кӗнекене эпӗ вулас килмесӗрех вуласа тухрӑм; Вӑл вилӗ ҫын пуҫне алла илнӗ. «Юратать» тенине вӑл, аллине кӑкӑрӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса, хӑйӗн аллине чуптуса тата тем япалана ыталанӑ пек туса кӑтартрӗ. — Ман ҫӗрпӳрт типӗ. Хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫилпе шыв сирпӗнчӗкӗсем Дик Сэнд кимми патнех ҫитеҫҫӗ. Чӑнах та, ҫав власть ун аппӑшӗн ывӑлӗ аллинче пулнӑ, анчах ку уншӑн ҫӑмӑл пулман. Ҫав вӑхӑтра пӗлӗтсем тухрӗҫ, тӗттӗмленчӗ, ҫапла эпӗ, шывран тухса, сулӑ ҫине выртрӑм. Андрий, ашшӗ ҫине пӑхма хӑяймасӑр, ни чӗрӗ, ни вилӗ тӑчӗ. — Халӗ ман мӗн тумалла ӗнтӗ, эсӗ луччӗ ҫакна кала. Лось хӑй тӗллӗн темӗн пӑшӑлтатать, пӗр уринчен теприн ҫинелле пускалать. Те савӑнмалла, те хуйхӑрмалла ҫакӑн пек ҫыру илсен, ӑна эпӗ ӗлӗкрех пӗлме пултарайман. Вӑл, тинӗс ӑмӑрткайӑкӗ евӗр, чун-чӗрипе пӑшӑрханмасӑр чӑтма пултарать, куҫ умӗнчи хӑрушлӑха та юратать. Пушӑ хире! Ытах ҫавӑн чух пӗр-пӗр хӑна та пулнӑ пулсан: ку дыньӑна ҫав та ҫинӗ, тесе хурать. — Шултра труппа. Вӗттипе персе ҫитерейместӗн, ҫывӑха ямасть… Дымок, ун ҫине кулкаласа пӑхса, хирӗҫ хуравларӗ: — Килтӗм. Артурӑнни пекех ҫутӑ сӑн-питлӗ; кӑмӑлӗсем те вӗҫен пӗр пекехчӗ. Тен, ку тӗрӗс те пулӗ, анчах — кунпа килӗшме йывӑр, кӳренӳллӗ. Ыран каҫпа ӗҫ йӑлтах пӗтет. — Паллах, ҫын кирлӗ. Тӑнран кайнӑччӗ пулмалла ҫав эпӗ, анчах пӗр вӑхӑта ҫеҫ, мӗншӗн тесен хам сассӑма илтсенех тӑна кӗтӗм. Анчах ку утрав Мункун утравӗ ҫеҫ пулма пултарать, мӗншӗн тесен ҫил пире яланах ҫурҫӗр-хӗвелтухаҫнелле хӑваларӗ. Тавах турра, юлашкинчен эпир хамӑр ӑҫтине пӗлтӗмӗр. Шухӑшласа пӑхмаллаччӗ… Ӗнсерен лектерменшӗн турра тав ту, ват супнӑ. Урӑх ним каламалли те ҫук. Андрей Гаврилович хулана ҫитрӗ те хваттере хӑй паллакан купца патне кӗчӗ. Эпӗ аслӑ урама пырса кӗтӗм: пур ҫӗрте те шалчасем лартса тухнӑ, вӗсен вӗҫне улӑм тӗрки ҫыхнӑ: темле ҫӗнӗ плансем ӳкереҫҫӗ пулас! Вӑл вара хулана кайма шут тытрӗ. Стена хыҫӗнче патша тӑрать. Алексей ӑшӑннӑ тӑпрана ывӑҫласа илчӗ. Анчах Катя кунта иккенне пӗлмен чухне вӗҫни вӑл хӑйне, вӑл Полярнӑйра сывах та чипер, эпӗ ӑна сӗтел хушшинче чей тултарса ларнине ҫитес кунсенчех курасса пӗлсе вӗҫни йӑлтах урӑхла ӗҫ. Пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне — умлӑн-хыҫлӑн хывса пӑрахать, вӗлт-вӗлт вӑркӑнаҫҫӗ тумӗсем; пӗтӗмпе вӑл вунҫичӗ тумтир хывса пӑрахрӗ, вара йӑрӑс пӳллӗ хитре йӗкӗт пулса тӑчӗ, ун ҫийӗнче шутсӑр илемлӗ трико. Акӑ мӗншӗн пуҫтарӑнчӗҫ запорожецсем. Исправник минутсерен пӗчӗк хурах ҫине пӑха-пӑха, Кирила Петрович каланине питӗ тимлӗн итлерӗ. Ачи, ухмаха персе, хӑй тавра нимӗн пулман пек, нимӗн енне пӑхмасӑр, каланине нимӗн хӑлхана чикми тӑрать. Ыттисем ун тавра чупкала пуҫларӗҫ. — Каллех суйма пуҫларӑн! Эпӗ офицер, эпӗ чиновник, ҫапла. Радуб ларчӗ. Вӗсем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. — Ӗҫме тапратса ятӑм, — хӑрӑлтатса та ӳсӗрсе ӑнлантарса пачӗ Ардальон. Алвиш, паллах, чурасене ӑҫта тупнине каламарӗ, Томпа ун юлташӗсем, вырӑнти чӗлхене пӗлменскерсем, хирӗҫлеймерӗҫ. Хӑйӗн ҫухалнӑ коллекцийӗ, энтомологипе сырса пынисем — Казонде ҫыннисем вӗсен хакне ӑнланма та пултараймӗҫ — ҫинчен шухӑшласа, вӑхӑтран вӑхӑта вӑл куҫлӑхне ҫамка ҫине хӑпартма тесе аллине сӑмси патнелле ҫӗклет… Тумӗсене хывнӑ май ҫинҫе сассисемпе харӑслатса калаҫаҫҫӗ, хӗвӗшеҫҫӗ тата темрен, те хӑйсем ҫакнашкал нумаййӑн пулнинчен, вӗҫӗмсӗр кулаҫҫӗ. Хӗрӗсемсӗр пуҫне Кюцамсен тата Жорж ятлӑ ывӑлӗ пур-мӗн, анчах вӑл Ленинграда кайнӑ. Е манса кайрӑн-и — ку Оля вӗт… — тенӗ те амӑшӗ, хӗрӗн хушаматне асӑннӑ. — Ну, мӗн тӑвӑн-ха, тухах эппин, — ассӑн сывласа илчӗ Давыдов, — хӑвӑн ӗнӳне илсе кайма пултаратӑн. — Вӗсем — чӑн-чӑн шуррисем-ҫке! — терӗ хӑйӑлтатакан сассипе Нагульнов, пукан ҫинчен тӑрса. Апла пулин те, эпӗ хамӑн тырӑ памалли плана парса татнӑ-и, Разметнов? — Татнӑ. Хӗвел хӑвӑлӗнче Уйӑх валли те вырӑн ҫитет, вӑл Ҫӗр тавра яланхи пекех 384 пин километртан ҫаврӑнать пулсан, Уйӑхран Хӗвел ҫийӗ патне ҫитиччен тата 300 пин километр юлать-ха. — Термометр, — терӗ Паганель, — сулхӑнра вӑтӑр градус кӑтартать. — Выляма пӗлместӗн?.. Урамсенче шӑв-шав кӗрлесе кӑна тӑрать. Тӗрӗк ушкӑнӗсем иртсе ҫӳреҫҫӗ. Кофейньӑсенче, бакалей лавккисемпе хупахсенче халӑх ҫапса хӗснӗ пек йышлӑ. — Юнашарта, стена хыҫӗнче, кам сирӗн? — ыйтрӗ Шурочка. Виҫ-тӑватӑ чӗрчунӗ вилсе выртрӗҫ. — Халиччен ҫуратман-им вара эп? Женя шыва кӗрет. Шухӑшӗ вӑл акӑ мӗнлескер: ҫав тери хӑвӑрт, халӑх калашле сурӑх хӳрине пӗрре вылятса иличчен, сыватайрать-ши вӑл Тома? Тен, ку икӗ-виҫӗ куна тӑсӑлать? Анчах темшӗн-ҫке чӗри хурлӑхлӑн сурса ыратнӑ, ӑш-чикӗ кӳтсе тӗксӗмленнӗ, октябрьти ҫумӑрлӑ кунхи пек. — Эпӗ ӑна халех ыйтса пӗлетӗп. Тинӗс батарейисем ҫул хӗрринчех тӑраҫҫӗ. Вӑл крепоҫран тарса тухрӗ, халь те пулин ют ятпа пурӑнать, тӑван кил-йышӗпе те тахҫан пӗлнӗ тусӗсемпе курнӑҫаймасть, ӑна хӑйне сехетсерен палласа илме пултараҫҫӗ, каллех хупса хурасран та сыхланмалла, иртен кунра вӑл хӑй валли хаваслӑх-мӗн кӗтмест, ӳлӗм чипер пурӑнӑп-ха тенӗ шанчӑк та тытмасть вӑл, — ҫакӑн пек ҫынна пӗртен пӗр аслӑ идейӑ кӑна Болгарие таврӑнмашкӑн хистеме пултарнӑ, вара вӑл, ҫакӑнта икӗ ҫын вӗлернӗ хыҫҫӑн та, тӑван ҫӗршывне пӑрахса каясшӑн пулмарӗ. — Кӑшт тӑрӑр-ха, ачам! — Мӗн тӑвӑпӑр-ха ӗнтӗ? — тата тепӗр хут каларӗ ҫамрӑк офицер хӑйӗн архалук тӑхӑннӑ юлташне, — кунтах ҫӗр каҫатпӑр и, е хамӑр лашапа кайӑпӑр-и? Пирӗн! Ҫук, Серёжа, эпир кунта нимӗн те тӑваймӑпӑр… нимӗн те, Серёжа… Макар, тен, тӗрӗс те калать пулӗ: алӑпа та, шӑлпа та салтма май ҫук пулсан — касса татас пулать! Матроссем часах эпӗ ӑҫтан килни ҫинчен пӗлчӗҫ те, манран тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен интересленсех ыйтса пӗлме шутларӗҫ. Ахаль те ӗнтӗ кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен нумай суя хыпар пичетлесе кӑларатӑр, теҫҫӗ. Ҫитменнине тата ҫавӑн пек тумланнӑ упӑте умӗнче! Ытамлайми ҫӳллӗ, хура тӳпере ҫӑлтӑрсем ытларах та ытларах мӗлтлетеҫҫӗ. Ҫав дачӑсенче, тӑванӑм, эпир санпа иксӗмӗр, партин ватӑ работникӗсем, пурӑнас ҫук, ку пирӗн професси мар. Американец сирсе ярайман темле иккӗленӳсем Дик пуҫӗнче юлчӗҫ пулин те, вӑл ун ҫинчен халлӗхе никама та шарламарӗ-ха. Халь эсӗ шӑпах пӗр-пӗччен ҫыннӑн туйӑмне каласа кӑтартрӑн, ҫав ҫын пурӑнмасть, таврана пӑхса хавасланнипе ирӗлсе кӑна тӑрать. Ерофей Кузьмичӑн кӑмӑлӗ тулнӑ ӗнтӗ, вут ҫути ӳкнипе унӑн сӑн-пичӗ йӑлкӑшса ҫеҫ тӑрать. Судьясем, тутисене чӑплаттарса, ӗҫлеме тата хуҫана пуянлатма, савӑнса киленме тата ҫӗнӗ ӗҫсем тума пултарас ӳт-пӳсене хӗрхенеҫҫӗ. Эпӗ вара ана: ҫӑмӑл аманнӑ, тесе, паллакан врач класлӑ вагона вырнаҫтарчӗ, тесе каллех вӗчӗхтерсе ҫиллентертӗм. «Хорунжи хӗрӗ темерӗн! — хӑй тӗллӗн шухӑшларӗ Лукашка, — ха, качча пырать! Хӗрарӑм, пуҫне минтер ҫинчен йӑтса, Фома ҫине пӑхнӑ та, унтан, каллех выртса: — Ытлашши ӑслатӑн эс… — Нивушлӗ йӑва йӑлтах шыв ӑшӗнче? — пӑшӑлтатрӗ Дик Сэнд. Манӑн унта ӗҫ пур вӗт-ха!» — Чиркӗве те-и? Ачасем виҫҫӗшӗ те ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса ларчӗҫ. — Ҫапла пуль, Уэлдон миссис. Ҫулталӑка виҫшер хут таврӑннӑ гаваньсене ун карапӗсем: Вӑтаҫӗр тинӗсре ҫӳрекен «Фарсис» та Хура тинӗсри «Хирам». Платниксенчен ыйтса пӗлес пулать. Микель, ку Чезаре Мартини пулать, — эпӗ сире ун ҫинчен каласа панӑччӗ ӗнтӗ. Анчах вӑл халь ватӑлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа текех ӗлӗк тунӑ пек тӑваймасть. — Ӑҫта леҫме хушатӑп ҫавӑнта. Пӗр виҫӗ кун эпӗ ҫавӑнпа асапланса пурӑнтӑм, вара сасартӑк пурте пит хӑвӑрт та простӑ пулса тӑчӗ; кӗтмен ҫӗртен хуҫа манран ыйтрӗ: — Мӗн эсӗ, Пешков, кичемленсе ҫӳретӗн, чирлетӗн-и мӗн? — терӗ. Анчах, вӗсен шанчӑкне пӗтерсе хурас тенӗ пекех, магазинӑн алӑкне хыттӑн кӗмсӗртеттерсе илчӗҫ. — Дик, ҫак ырӑ ҫынсем сана пушӑ пичкесене хатӗрлеме пулӑшӗҫ. Христофор атте Соломонпа калаҫать. Юлашкинчен Монтанелли куҫӗсене ҫӗклерӗ те чӗтрекен аллипе халӑха пиллерӗ. Кораблев каллех ман ҫине пӑхса илчӗ. Хальхинче хӑй тинкерсе пӑхнине пытарасшӑн пулмарӗ вӑл. Наталья пӑшӑрханмасӑр тимлӗн чей тултарса ларчӗ. Унӑн шӑшинни пек пӗчӗк хӑлхисем палӑрмаллах хӗрелчӗҫ, вӗсене такам лутӑрканӑ пек курӑнчӗ, вӑл кӑмӑлсӑрланчӗ, час-часах пӳлӗмрен туха-туха кайрӗ. Фрак тӑхӑнмалла мар-и ӗнтӗ пирӗн? Анчах вилни ҫинчен пӗри-пӗри татса каличчен, е хам куҫпах куриччен, ӑшӑмра текех мана ачалла шухӑш пек темӑн ҫутатса тӑратчӗ. Йӗри-тавра вӗҫӗ-хӗррисӗр саванна сарӑлса выртать, темле тӗлӗнмелле пӑхакан уйӑх ҫуттинче инҫетре саванна хӗррисем пӗлӗтпе пӗрлешнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Мӗн кирлӗ мара калаҫан? Чӗрӗк сехет! Упӑшки хӑйӗн аллисене, лӑплантарма тӑрӑшса, унӑн ырхан чӗркуҫҫийӗсем ҫине хучӗ. — Эпир тӗппипех сутса пӗтертӗмӗр, ҫӗтӗлсе пӗтрӗмӗр. Ҫакна кӑна каланӑ вӑл, — пӗр ытлашши сӑмах та, урӑх нимӗн ҫинчен те пӗлтермен. — Мустангсене тытмалли карта? Ихошка чӗнмест, юратуллӑ, тӗксӗм куҫӗсемпе тӗмсӗлнӗ… Денни хӑй мӗн тума пултарнине кӑтартмах тӑрӑшнӑ пулмалла. Тӗлӗнмелле кӗрешӳ! — Телейсӗр! — йынӑшса ячӗ Павел Петрович, малалла ҫирӗпленсе тӑма пачах пултарайманнипе. Ку Павелшӑн пысӑк инкек пулса тӑрать. — Виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ. Анчах та улт-ҫичӗ метртан, яп-яка стенан пӗчӗкҫӗ шӑтӑкӗнчен сикесси ытлашши ҫӑмӑл ӗҫех мар, — шыва сикнӗ пек пуҫхӗрлӗ чӑмсан кӑна ӗнтӗ. — Ах, эпӗ вара кирек мӗнле пурнӑҫпа та килӗштерме пӗлетӗп! — терӗ Белецкий, ассӑн та савӑнӑҫлӑн сывласа, — кайса пӑхам-ха, мӗн унта вӗсен. — Ан та ыйт луччӗ, сержант юлташ! — терӗ Умрихин. Нимӗн чӗнмесӗр анатпӑр, хӑш-пӗр чухне кӑна чул катӑкӗсем аялалла кӗмсӗртетсе анса каяҫҫӗ. — Американецсем пулӑшма янӑ пулмалла. Вӑл пӗр вӑтӑр-хӗрӗх ҫулхискер пулнӑ. Ефим карттусне тӑхӑнчӗ те ним чӗнмесӗр, никам ҫине пӑхмасӑр, васкамасӑр вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ. Тыт пуҫна тӳрӗ! «Пилигримӑн» тӑвӑр кубрикӗнче пилӗк ҫын шӑнӑҫаймасть. Урамран, чӳречерен, уйӑхлӑ ҫутӑ каҫ хӑйӗн чунсӑр куҫӗсемпе пӑхать. Ҫийӗсенче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе пӑван явӑннӑ пирки, вӑкӑрсем пачах иртӗнсе кайнӑ пулсан, вӗсене пӑхакансемсӗр мӗн тумалла-ха ара унӑн? — Хурал тӑратӑпӑр, унсӑрӑн виллине илме килӗҫ те, ӑна кӑшласа пӗтернӗ пулсан аван мар. Сӑрта пӗтӗмпех тӗтӗм хупласа илчӗ. — Кунти сирӗн доктор, моряксем ҫинчен мӗнех ӑнланать-ха вӑл? Эпӗ мӗн — ухмаха ернӗ-и? — ыйтрӗ вӑл, куҫӗсене чарса пӑрахса. Лӑп та шӑп ҫав телейсӗр каҫ, аттепе юнашар выртнӑ чухне, эпӗ хам йӗри-тавра мӗнле пурнӑҫ пуҫ пулса тӑнине чи малтанхи хут тавҫӑрса илнӗ пек туйӑнать. Пулемёт хыҫӗнче, ҫырма еннелле пӑхса, Серёжа Брузжак хӑяккӑн выртать. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫывӑрма ун пӳлӗмне эпӗ халиччен час-часах килеттӗмччӗ, ҫавӑнпа эп мӗншӗн килнине тавҫӑрса илчӗ те, вырӑнӗ ҫинчен тӑрса, мана ҫапла каларӗ: — Мӗн-ха? Ивинсем пирӗн хурӑнташсем пулаҫҫӗ тата пирӗнпе пӗр ҫулаллах; эпир вӗсемпе хамӑр Мускава килсессӗнех паллашса туслашрӑмӑр. Вӑл сӗтел патӗнче ларать, нумайччен йывӑр чирлесе выртнӑ пек, хӑйӗн темле лапчӑнса ларнӑн туйӑнакан пӗчӗк сарӑ пуҫне хӑюсӑррӑн ҫавӑркалать, — пулаҫҫӗ вӗт-ха ҫавӑн пек кавӑнсем, пӗр-пӗр карта хушшинче хӗсӗнсе ӳснӗ пирки вӗсем лапчӑкрах та пӗчӗкрех пулаҫҫӗ. Грушницкий ӑна тав тӑвас тесе ҫӑварне кӑна уҫнӑччӗ, леш таҫта пӑрӑнса та ӗлкӗрчӗ. — Вӑт каларӑн та! Тирӗкӗсем унӑн мар-ҫке! Анчах урана тӑхӑнмалли пурӗпӗр тупӑнман — сулахай урине пиртӑласемпе тата плащ-палатка татӑкӗпе чӗркесе ҫыхмалла пулчӗ. Вӑл Чулхула витӗр кайнӑ чух — арӑмӗпе ачи ӑна Смоленскра кӗтнӗ, анчах вӑл Смоленска пырса ҫитнӗ вӑхӑтра — вӗсем Мускаври тӗр-мере пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл хӑйне хӑй шеллесе илчӗ. — Чӑн та, питех пысӑк арӑслан йӗрӗ, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. Одинцова хӑвӑрттӑн ун енне ҫавӑрӑнчӗ. Ӑшӑннӑ тӑпра, ирӗлнӗ тислӗк, тӗтӗм шӑрши кӗрет. Вӑл ҫав ӗнене темиҫе тӑваткӑла пайланӑ пулать иккен те кашни тӑваткӑлне уйрӑммӑн ӳкерет иккен. Эпӗ ӑна чирлӗ тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах Изя ӗне пирки пӗр пӗтӗм теори шухӑшласа тупрӗ, ӑна «измпа» вӗҫленекен сӑмахпа ят пачӗ. — Юрӗ ӗнтӗ, ан ҫилен, пӗтӗмпех каласа парӑп, — терӗ Кораблев. Вӑл ҫинҫе пӳрнисемпе каллех пальто тӳмисене васкаса тӳмелеме тытӑнчӗ. Мӗнле пулсан та, ку кунсенче вӑл пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ, ытлашши хистенӗшӗн вӑкӑрсем хӑвалакан Варьюха та, Кондрат вӑкӑрӗсем те ан кӳренччӗр ӗнтӗ. — Атте таврӑнчӗ-и? — ыйтрӗ вӑл килне ҫитсен амӑшӗнчен. Ҫапах та унӑн чӗринче вӗсене юратса ялкӑшакан хӗлхем сӳнмен. Чи пирвайхи хут май килсенех вӑл хӑйӗн ҫемьине кайса курма, хӑйӗн тӑван йӑхӗсене кайса курма тӑрӑшнӑ; кам пӗлет, тен унӑн ҫемьи тахҫанах пӗтнӗ пулӗ, тен унӑн йӑхӗнчи ҫынсем те пӗтӗм Австрали ҫӗрӗнче сапаланса ҫӳреҫҫӗ пулӗ. — Перупа Эквадорта эпӗ пуринчен те лайӑх пурӑнтӑм, — терӗ Пӑван. Урӑхла каласан, ӑна вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллельрен тӑватҫӗр миле яхӑн ҫурҫӗр енне илсе кайнӑ. — Хаклӑ пиччем, халӗ эпир ӑҫта тӑнине каласа ӑнлантарччӗ мана. Ҫав тимӗр пурнӑҫ йӗркине ҫынсем те урӑххисем — тимӗртен тунисем кирлӗ. Ҫын пытарнӑ чухнехи пек шӑп ларакан халӑхпа тулнӑ тӗксӗм трюмра Марыся ӗсӗклесе макӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ. Пирӗн, коммунистсен, халӗ кирлӗ мар ӗҫсемпе аппаланмалли вӑхӑт мар! Ҫапах та, пурне те илсе пӑхсан, вӑл та, ку та пулма пултарнӑ теме те юрать… тӗлӗнмелле япаласем ӑҫта пулса иртмеҫҫӗ? Вышимирскиех-ха Ромашов Ленинградра пулчӗ тесен, эпӗ хайхи ачасемпе килкартинче ӗҫлекен карчӑк хӗрлӗ майор ҫинчен каласа панине асӑма илтӗм. — Юрӗ-ҫке, тавах. Поляницӑпа калаҫнине кӳренсе аса илсе, Давыдов хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшларӗ: «Ну ҫын та вара! Килти тирпейлӗхе юратать! Акӑ тата тем пысӑкӑш сулӑ юхса анать; утравран пӗр миля чухлӗ тӑварах-ха вӑл, варринче унӑн хунар ҫунать. Чӳрече янаххи тӗлӗнче вӑл пысӑк пӑта курчӗ. Ҫапла… Гальмало кимме май килнӗ таран ҫыран хӗррине илсе ҫитерчӗ, урипе хӑйӑра хыпашласа пӑхрӗ, ури айӗнче путманнине туйсан, ҫӗрелле сиксе анчӗ. Мӗн, вӑл ыттисем пек, ыйтма пултараймасть-и-мӗн? Йывӑрах аманман вӑл. Чӑн малтан вӑл кӑмӑлсӑрланнӑ пекрех пулчӗ пулас: вӑл ӗнтӗ унта куҫма питӗ аван хатӗрленсе ҫитнӗччӗ, ӑшӗ те вӑрками пулнӑччӗ ун, анчах вилме тӳр килмерӗ-мӗн, каллех чӑн-чӑн пурнӑҫа, бомбӑсемпе траншейӑсем патне, салтаксем патне, юн патне таврӑнма тӳр килсе тухрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ; унтан вӑл, мӗншӗн савӑннине чухламасӑрах, хӑй чӗре юлнӑшӑн савӑнчӗ, унтан вара — хӑраса ӳкрӗ, бастионран хӑвӑртрах тулса каяс килчӗ ун. Ӗнер вӑл ҫӗрле пуличченех ларчӗ. Ҫапла вӗсем ҫӑлтӑр ҫутинче шуррӑн курӑнакан авалхи канал ҫыранӗ хӗрринче чылайччен тӑчӗҫ. Хула линийӗпе вокзал патне вунтӑхӑр платформа илсе пынӑ. Ҫапла вара суднона ларнӑ ҫӗртен урӑх ҫӗрелле илсе каясран хӑрамалли ҫук. Муратлийский каласа пӗтерчӗ. Ӗҫлеме сӗнтӗм — ӗҫлесшӗн мар, ан тив ҫапкаланса ҫӳретӗр!» — О, эпӗ ун ҫинчен шухӑшласа та пӑхман, — тенӗ Синопа. — Ҫурҫӗр летчикӗ. «Эх, вӑйлӑ пулсан, ҫав усала чунӗ тухиччен хӗнӗттӗм. Чул стена айӗнчи шӑтӑкра пиртен ҫӗленӗ йӗнӗ тупрӗҫ. Графсем, маркизсем, герцогсем тата ҫавнашкал ытти ҫынсем умӗнче эпӗ хама пачах урӑхла тытрӑм. Эпӗ ӑна пӗлетӗп. Вокзала эпир лав тытса кайрӑмӑр. Вӗсен ҫулӗпе ҫынсем те иртнӗ иккен, анчах хӑйсен ирӗкӗпе мар, пушӑпа хӑваласа пусма илсе каякан выльӑх пек. Эсӗ хатӗр-и? Варсем тӑрӑх пуҫӗсене уснӑ салтак ушкӑнӗсем сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ. Ҫулсем ҫинче, тусан тӗтри ӑшӗнче машина колоннисем мӗкӗреҫҫӗ тата обозсем кӗмсӗртетеҫҫӗ. Пӗлтерме мансах кайнӑ эп сана: манӑн халь кроликсем пур вӗт — пӗр аҫа, ама тата ҫичӗ ҫӑвӑр», тесе ҫырнӑ амӑшӗ. Пӗрремӗш йыттин йӗнерчӗкӗ ҫине конверт форми майлӑ, туса ҫитермен тире ҫутӑ тӗслӗ сӑрпа сӑрласа тунӑ икӗ пӗчӗк михӗ ҫакнӑ пулнӑ, кун пек михӗсене индеецсем «парфлеш» тенӗ; ҫиелтен утиялсемпе бизон тирӗсем хунӑ пулнӑ. Эпӗ Мускавра, атте-аннем патӗнче, пурӑнаттӑм. — Аттеҫӗм, пӑрахса ан хӑвар пире, — ыйтать Петр, чӗркуҫленсе ларса, анчах Алексей ӑна ҫурӑмӗнчен тӗртсе пӑшӑлтатать: — Мӗн эсӗ? Вӑл, сунарҫӑ, сирӗнпе йӑнӑш тунине пула, эпӗ ӑна пырӗнчен ҫирӗп тытса тӑратӑп та, халӗ питӗ усӑллӑ ҫын пулать… Ярӑр алла! Юланутҫӑсен кирек мӗнле пулсан та фургона куҫран ҫухатмалла мар. Каннӑ вӑхӑтсенче кама та пулин яланах хуралта тӑма тивет. Пана шӑна пек хӑвӑрт вӗҫекен ӑйӑр ҫине лартмалла та полксене вӗрентме хушмалла!» Ҫав вӑхӑтра тӗтӗм пӗлӗчӗ ӑшӗнче ҫаплах-ха пирӗн кӗнекесен страницисем кӑвакарчӑнсем пек вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. — Эпӗ ӑна нихӑҫан та ӗненес ҫук. Эпӗ ҫунатланса кайрӑм, савӑннипе ним тума пӗлмерӗм тата хама хам та паллаймарӑм: ӑҫтан килсе тухрӗҫ ман хӑюлӑх, иккӗленӳсӗрлӗх, чӑрсӑрлӑх? Ҫавӑн пек кирлӗ те мана. Шкула ҫӳремесен тата мӗн хушманнине тусан, акӑ мӗн пулать ӗнтӗ… — Ну, эпир кӑшкӑртӑмӑр-кӑшкӑртӑмӑр, юханшыв унта питӗ сарлака, пире никам та илтмерӗ. Кӳме сурӑх кӗтӗвӗпе танлашрӗ. Унтан вара, Каменскран пуҫласа, пире пулӑшма хамӑр Кубаньрипе Терекри вӑйсем пырасса шанса, эпир Ростовшӑн ҫапӑҫма пуҫланӑ пулӑттӑмӑр, унта — союзниксен пулӑшӑвӗ, вара эпир кӑнтӑрта хуҫа пулса тӑратпӑр. — Хӗрарӑм, хӗрарӑм! — тетчӗ те вӑл юрланӑ пек тӑсса, унӑн пичӗ ҫинчи сарӑ ӳт хӗрелсе каятчӗ, хурарах куҫӗсем хаваслӑхпа ялкӑшатчӗҫ. Эпӗ сирӗн салтакӑра хам килти кинемее турчӑкапах ӑсатма хушӑп. Унӑн юлашки аллине те персе хуҫӗҫ». — Ху упӑшкуна кам вӗлернине пӗлместӗн-и? Хуларан виҫӗ миля анаталларах кайсан, пӑрахут вӑрман ӳссе ларнӑ пӗр айлӑм тӗлне ҫитсе чарӑнчӗ те ҫыран хӗррине пырса тӑчӗ. Ҫапла пулсан та, вӗреннӗ те ӑслӑ ҫынсенчен нумайӑшӗ хӑйсен шухӑшӗсене тӗрлӗ япаласемпе кӑтартса пӗлтерес май ҫине куҫнӑ. Унӑн пӗртен-пӗр ҫитменлӗхӗ ҫакӑнта пулать: калаҫакансен хӑйсемпе пӗрле калаҫура кирлӗ пулакан япаласем туллиех тултарнӑ михӗсемпе ҫыхӑсем йӑтса ҫӳремелле пулать. — Вара ӗмӗрлӗхехчӗ, — хуллен хушса хучӗ Ларионыч. Сирӗн пурин те колхоза кӗмелле, ҫӗре тата хӑвӑрӑн мӗнпур инструментсемпе выльӑх-чӗрлӗхӗре пӗрлештермелле. Кил кунта, Гек, анчах питӗнчен ан пӑх, ытла та хӑрушӑ. Хирӗҫ тӑраканӗсем тата сахалланса кайрӗҫ. — Пустуй! Эпӗ вӗсем Европӑра темӗн чухлех тесе каласшӑнччӗ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем сиккелесе ҫӳремеҫҫӗ, мӗн тума сиккелесе ҫӳреччӗр-ха вӗсем? Тӗве пек ӗҫлетпӗр, тав тӑвас вырӑнне сана кам хӗнес тет, ҫав ӗнсе чиккинчен парать, хута кӗрекен никам та ҫук. — Заводить туни пӗтрӗ». Хӑна Яков Лукич умне пырса тӑчӗ, хыҫсӑр тенкел ҫине ларчӗ, каллех чикарккӑ чӗркеме тытӑнчӗ. — Пӗлместӗп, Мстислав Сергеевич, эсир мӗнле те — эпӗ кунта уҫӑлса-канса ҫӳреме килмен. Вӗсен тӗлӗнче вара, президиум сӗтелӗ тӗлӗнче, пӗтӗм зала курӑнса тӑмалла эп ҫырнӑ плакат ҫакӑнса тӑрать. Пурте сирӗн ҫинче тытӑнса тӑрать, эсир — ҫӗр ҫинче пӗрремӗш вӑй, анчах та сирӗн мӗнле ирӗк пур? Давыдов казаксене пирус сӗнчӗ, хӑй те туртса ячӗ, вара ял Советнелле утрӗ. Ватӑ господин ҫамрӑксемпе пӗрлех пулчӗ, вӑл хӑйӗн юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне пӑркалать, мӑкӑртатать, хӑш чух ҫиленет, пӗрре акӑлчанла, тепре полякла калаҫать, Марысьӑпа Вавжонран тӑван ҫӗршывӗ ҫинчен ыйтать, аса илме пуҫлать, вара каллех ун куҫне сигарета тӗтӗмӗ кӗрет пулас: куҫне вӑл, ҫынсем сисмен хушӑра, шӑла-шӑла илет. — Хӗллехипе. — Каларӑм вӗт! — терӗ Серёжа, Павкӑна аяккинчен тӗртсе. Ҫавӑнтах хытӑ ҫатӑртаттарса чӑмлани илтӗнсе кайрӗ, ытлашши хытӑ чӑмланине илтсе, Дениска ҫине ҫынсем ҫеҫ мар, лашасем те темле иккӗленӳллӗн ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — Бойчоран! — хавасланса ӳкрӗ те кӑкӑрне хӗссе урӑхран сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ вӑл. Эс ӑнлантӑн-и? — Эппин, вӑл та кунта пулчӗ-и? — Ҫапла, — терӗ вӑл татӑклӑн. — Ҫӑвар та уҫман. Каланӑ пулсан, ҫак вырӑнтах тӑпра ӑшнелле анса каймалла пултӑр. «Пан Андрий!» Ҫавӑнпа хаваслӑ та эпӗ, уйрӑмах санпа. — Яшенька, чунӑм, мӗнле вӑл — ятлаҫрӗ-и? Паллах, кометӑсене пурне те мар, чи паллисене кӑна летопиҫе кӗрте-кӗрте хӑварнӑ, — ҫырса пынисенчен те нумайӑшӗ вӑрҫӑра пӗтнӗ е пушар вӑхӑтӗнче ҫунса кайнӑ. Мӗншӗн вӗсем мана шанма тытӑннине эпӗ хам та пӗлместӗп, анчах вӗсем манпа уҫӑмлӑн калаҫатчӗҫ. Эпӗ хаваслансах вӗсем мӗн каланине итлетӗп те, вӗсене сӑнатӑп. — Эпӗ, хатӗр! — терӗ Костя. Пичче ӑна пире лайӑх пӑхнӑшӑн пӗтӗм чӗререн кӑмӑлласа Исланди чӗлхипе тав турӗ. — Э-э! Ан тив, ӗҫлеччӗрех ҫынсем. Ровоама хаджи вӗсем сӳпӗлтетнине итлерӗ-итлерӗ те, мӑйӑхне хуплакаласа, кулса ячӗ — унӑн ҫӳлти тутине ҫӑра мамӑк сарса илнӗ. — Н-но! — терӗ Городцов хӑнана хӑйӗн тупӑ пенӗ чухнехи пек илтӗнекен хулӑн сассипе, — ҫивитти ҫинчен айлӑма сӑнаса. Ҫитменнине тата ҫапӑҫусем пыраҫҫӗ вӗт-ха… Тоня, ҫакна туйса, пурин ҫине те йӗрӗнсе мӑнкӑмӑллӑн пӑхса ларчӗ. Урамра кустӑрма тӑкӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Ыйхӑран вӑрансан, Каштанка пӳлӗмсем тӑрӑх утма тата кӗтессине шӑршлама тытӑннӑ. Марко бай хӑй, унӑн ватӑ амӑшӗпе арӑмӗ, вӗсемпе пӗрле тата пӗр кӗтӳ ача-пӑча, пысӑккинчен пуҫласа пӗчӗккине ҫити, пурте аллисене ҫӗҫӗ те сенӗҫке тытса ҫӑвар тулли ватаҫҫӗ, апатланаҫҫӗ. Ҫиес екки вара хӑйсен «ҫӑкӑра тӑшмана тӗшӗрнӗ пек ватмалла» текен тӗрӗксен авалхи сӑмахне шӑпах тӳрре кӑларни ҫав ӗнтӗ. Ашшӗ ачисен енне хушӑран ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхкаласа илет, лешсем мӑшлатса, ҫивчӗ шӑлӗсене ним чухлӗ кантармасӑр авӑртаҫҫӗ; ашшӗ те ачисенчен кӑмӑллӑн кулкаласа:— Ҫийӗр, ҫийӗр, ачамсем, пысӑк пулӑр! Вӑхӑт ҫитсен, ӑна мӗнле ҫыхмаллине кӑтартатӑп эпӗ Джима. Вӗсене кантӑксенчен хӗрарӑмсем пӑха-пӑха юлаҫҫӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн кунта тата ыттисем килмеҫҫӗ-и? Пугачев аллине ҫӗклерӗ те, мана ҫав самантрах салтса ячӗҫ. Ача унӑн аллинчех пулмалла пек туйӑннӑ. Вӑл лайӑххӑн тӗллесе эпӗ лартнине персе ӳкерчӗ, ман паталла пӗшкӗнсе:— Макӑратӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Пире ӑсатнӑ чухне вӑл вырӑн ҫинчен тӑнӑччӗ кӑна. Тупнӑ телей! — Ҫапла. Кун пирки мана халӗ Николаев каларӗ. Эпӗ те, унӑн ывӑлӗ; сунара кайӑп! Нургалей кӳренчӗ. — Нагульнов йӑл кулса илчӗ. Эй, эсӗ, Пояркова гражданка! Илтетӗн-и? Тата хӑҫан пулса иртеҫҫӗ-ха ҫаксем пурте? Вӑл, чӑнах та, виконт, анчах вӑл республиканец-ҫке. Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме майор Стручков чупса кӗчӗ те, Алексея ыталаса илчӗ. — Пытарӑн-и? — кӑшкӑрчӗ Озеров кил хуҫи арӑмне. Ҫав хӑрушӑ та ӗмӗтленнӗ ҫӗр ӑҫта, миҫе мильре тӑнине ыйтать вӑл хӑйӗнчен. Ҫакна, тӑванӑм, эпӗ хамӑн менельникре хамах парнелетӗп…. Алексей ҫакна ним те курман та, итлемен те. Петр, енчен, Цанко патне кайсан, юн тӑкӑнмасӑр пулмасть ӗнтӗ, тесе шухӑшларӗ Огнянов. Шӑнкӑравсене шӑнкӑртаттарса, епресе кайнӑ ҫӗр ҫине ура чӗрнисемпе чаплаттарса пусса, ямшӑк лашисем шурлӑхлӑ ансӑр ҫулӑн ик енӗпе ним хускалмасӑр, хуралҫӑсем пек тӑракан чӑрӑшсем хушшипе хаваслӑн чупнӑ. Ну, кунта япалисем мар, фактчӗ паха. Акӑ вӑл калама ҫук пысӑк дворецра, ӗлккӗн те капӑр пӳлӗмсенче. — Самюэль Вернон? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Эмиль кая юлса таврӑнчӗ, Клюбер г-н ҫинчен ыйтса пӗлесрен пӑрӑнса, часах тухса кайрӗ. Унӑн хӗрри таҫта, кӑвак тӗтӗм ӑшне кӗрсе ҫухалать, шӑраннӑ хӗвел унӑн ҫийӗнче пушар ҫулӑмӗ пек курӑнать. — Эсир унта, шуйттан ачисем, астӑвӑр, ан кӳрентерӗр ӑна! — илтӗнчӗ аялтан Дениска сасси. Сурчӑкне сирпӗнтере-сирпӗнтере те сулахай куҫ айӗнчи питҫӑмартине нервӑллӑн турткалантара-турткалантара, ку вӑл Николаев кӑшкӑратчӗ ӑна: — Хӑвӑр мӑшкӑл кӑтартатӑр полка! Нимӗн калама та хӑю ҫитернӗ ан пулӑр. Эсир — тата тӗрлӗ Назанскисем! Чӗринче ун тем чухлӗ туйӑм, тем тӗрлӗ туйӑм, пӗринчен-пӗри ытларах кӑмӑла хуҫать, пӗри тепринчен салхуллӑрах, ӑшӗ вӑркани вара сӑнран пӑхсах паллӑ: куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем чӗтренсе тӑраҫҫӗ. Пире, хамӑр юлташсен вилӗмне курччӗр тесе, каштасем патне пырса тӑратрӗҫ… Унтан пире те черет ҫитрӗ. — Вӑл сиртен паян вӗҫме каймастӑр-и, тесе ыйтать. Тӗлӗнсех кайрӑм: — Мӗнле вӗҫесси пултӑр? Яхно комиссар кадровӑй ҫар ҫынни пулман. Ҫавӑнпа та Озеров ӑнланса илеймерӗ: пирӗн тупӑсем пенине комиссар та чӑнахах та чухларӗ, те ҫак самантра полкри ҫынсем ытлах хӑраса ан ӳкчӗр тесе ҫеҫ кӑшкӑрчӗ. Хӗвел тухӑҫӗ енче ик-виҫӗ ҫуртсен хыҫӗнче пӗчӗк гавань курӑнать, унӑн кӑвак хумӗсем ҫинче хӑйне уйрӑм формӑллӑ кимӗсем сиккелесе тӑраҫҫӗ. Маншӑн пулсан, эсир хӑвӑр айӑпӑра ним чухлӗ те йышӑнманни ӑнӑҫлӑ япала мар. Хуҫисем тарса пӗтнӗ пулсан, ӗҫе рабочисемпе служащисен аллине памалла. — Иккӗ! — терӗм эпӗ. Ҫӗрле кухня таврашӗнче, буфет склачӗсенче мӗн-мӗн пулса иртнисене кура-кура, Павка лайӑх пӗлет: чашӑк-тирӗк ҫӑвакан хӗрарӑмсемпе продавщицӑсем, кунти кашни аслӑрах ҫынна хӑйне темиҫе тенкӗлӗхе сутмасан, ӗҫре нумаях пулма пултараймаҫҫӗ. — Унтанпа вара ӑна каютӑна питӗрсе илнӗ, вӑл унтан ниҫта та тухмасть. Ох, вӑл еркӗнсем, турӑ ҫырлахтӑрах! Е кордона кайма вӑхӑт ҫитрӗ те-и? Апла пулсан, тухса сирпӗн кунтан. — Эпӗ часах таврӑнатӑп. Унтан, килнӗ ҫамрӑксене малалла иртме ҫул пачӗ те:— Чан ҫапакана кӑштах та пулин хӗрхенмӗр-ши? — терӗ йӑпӑлти те ҫӑткӑн сасӑпа. — Ҫук-ха. Анчах авалхи вӑхӑтсене кӗрсе кайма кирлех те мар: Елизавета патшара ларнӑ вӑхӑтра, — Шекспир ун чухне хӑйӗн Шейлонне ҫырнӑ, — Шотландин Сэвней Бек ятлӑ вӑрӑ-хурахне ҫынна ҫинӗшӗн вӗлернӗ. — А халӗ, тусӑмсем, мана сире пӑрахса кайма ирӗк парӑр. Акма тухма чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑрсем ҫеҫ чарса тӑчӗҫ. Ытла та ӑнланман мужик-ҫке эсӗ, каҫар, ҫӳлти турӑ амӑшӗ. Мӗншӗн тесен, хамӑр ырӑ. — Тух, теҫҫӗ сана! Яков Лукич тухса кайсан, мӗн пулса иртни ҫинчен Давыдов лӑпкӑнрах шухӑшласа пӑхрӗ. Вӑл акӑ мӗнле пулнӑ тата… Вӗсен хушшинче кунта мӗн пулса иртнине илтсе никам чӗнмесӗрех, лашисемпе хӑйсен тӗллӗнех килнисем те сахал мар. Сад-пахчапа уй-хир тухӑҫӗ ҫав тери пысӑк, выльӑх-чӗрлӗх хытӑ ӗрчет, ӗҫ ҫӑмӑл. Анчах кайран-кайран унӑн сасси «маттур» тесе хавхаланса кӑшкӑрнисемпе хупланчӗ те унӑн ирӗксӗрех чарӑнмалла пулчӗ. — Нумай, нумай чӑтнӑ эпӗ хам ӗмӗрте. — Халӗ, паллах ӗнтӗ, маншӑн пулсан пурпӗрех, — терӗм эп, — сирӗн хушшӑрта калаҫусем пулӗҫ-и тен. Куҫхаршисем унӑн ҫиллессӗн йӑшӑлтатса илнӗ, вӑл ҫивӗч куҫӗсемпе хӗрӗ ҫине тӑрӑнса, типпӗн:— Мӗнле сӑмах пулчӗ ку? — тесе ыйтнӑ. Вӗсем иккӗш те пӗр-пӗрне курман пек пулчӗҫ. Унӑн хӑйне евӗрлӗ илемӗ мана пӗрре пӑхсанах тӗлӗнтерчӗ. Километр яхӑн утсан, Синопа аялалла пӑхса шырлан тӗпӗнче шӗвӗр чулсем выртнине курнӑ. — Максим Максимыч, — терӗм эпӗ ун патне пырса, — мӗнле хутсем парса хӑварчӗ сире Печорин? Этем — пыйтӑ мар. Сухарисем нӳрелме ӗлкӗреймен-ха, темиҫе минут хушши Дик Сэндпа ун юлташӗсем ҫирӗп шӑлӗсемпе ӑна шатӑртаттарса ҫини ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. Эс куҫ пирӗн пата, атту сана пӗччен кичем пулать… — Кашни хӑйне пӳрнӗ пек пурӑнать, — тет кочегар, апатне чӑмласа. — Ҫакна кӑна ан манӑр, эпир вӗсене чӗррӗн хӑвармӑпӑр тесе, турӑш умӗнче тупа турӑмӑр. Тӗрӗс мар-и? Том ҫине вӑл ытахальтен ҫеҫ пӑхса илчӗ: ватӑ негршӑн ним чул та памӗҫ. Анчах ку виҫҫӗшне Казондери ҫитес пасарта аван хак парӗҫ. Мӗн кирлӗ тата сире, чипер ҫыннӑм? Ҫӳхе тӑпра тата шурлӑхри ҫӑра курӑксем пирки малтанах пире утма йывӑр пулчӗ. Анчах пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫӗр чӑнкӑланса пычӗ, тӑпра чуллӑрах, ӳсен-тӑрансем ҫӑрарах пула пуҫларӗҫ. Ҫиессе вӑл тӑрӑшса, нумай, ҫирӗп шӑлӗсемпе така какайне шатӑртаттарса, шавлӑн ҫирӗ. Темиҫе ҫул хушши ӗҫлесе ывӑннипе ҫынсен апат та анми пулнӑ, ҫавӑнпа та апат анма вӗсем нумай ӗҫеҫҫӗ, вар-хырӑма эрехпе ҫунтараҫҫӗ. Ҫавӑнтан пӗр кукӑр-макӑр сукмак ту тупинех хӑпарать, тӑвӑн леш енне каҫсан ҫав сукмак Зли-долӑ шырланне ертсе пырать, унтан вара ҫул Стрем йӑлӑмнелле пӑрӑнать. Хӑш чух, сӑмахран, корольсемпе императорсем те аран-аран кӑна алӑ пускаланӑ, вулама-ҫырма пӗлмен те, вӗсен ӗҫӗсене кӗлӗ ҫыннисем туса пынӑ. Сӑмах патӑн вӗт эсӗ, ҫапла-и? Капитан кӗнеки ҫине «52» ҫырса хучӗ. Вӑл пирӗн, Катьӑпа иксӗмӗрӗн, калаҫмалли сӑмахсем пуррине сиссе илчӗ-тӗр, ахӑр, сасартӑк каҫару ыйтрӗ те пӗр пӗчӗк сӑлтав тупсах выставкӑра юлчӗ. Эпир аялта, тимӗр кольчуга тӑхӑннӑ рыцарьсем патне, пысӑк зала антӑмӑр. Павел пӗчӗк кантӑклӑ питӗрӗнчӗк алӑк патне чупса пычӗ; кантӑк витӗр темиҫе теҫетке куҫ тинкерсе пӑхать. Павел ҫӑрана пӗр-икӗ хут прикладпа хаяррӑн ҫапрӗ. Ҫынсене вак хуҫа шухӑш-кӑмӑлӗпе тулса ларнӑ, тесе айӑплатӑн, хӑв мӗн хӑтланнине вара шуйттан пӗлет. Вӗсенчен чи палӑраканни Терентий Жигалов комсомолец, типшӗм те шӗвӗр сӑмсаллӑскер, сасартӑк тем вут хыпса илессе кӗтнӗ пек, яланах сыхлансарах пӑхса ҫӳрекенскер. Ҫамрӑксене кура ӗнтӗ, ватӑ Корж та хӑй ҫамрӑк чухнехине аса илмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, тет. Вӗсем хирӗҫсе тӑмарӗҫ. Ӗнтӗ кам пултӑр-ха манӑн тунсӑхласа ҫитнӗ никама пӗлтереймен пӗтӗм туйӑма унран та тарӑнрах, нумайрах пӗлекенни? Пурте алӑк патнелле васкарӗҫ; мӗн калӑн — ют ҫын кашни ҫулах килмест-ха вӗсем патне. Анчах килсен вара сарӑ сивчиртен те ытларах хуйхатса-хӑратса пӑрахать. Ҫичӗ пин революционершӑн сӗм тӗттӗм ҫӗр вырӑнне сасартӑк хӗрӳ июнь уйӑхӗн ҫап-ҫутӑ хӗвеле тухса тӑчӗ. Вӗҫсе пырса малалла сикеҫҫӗ вӗсем — вӑл та вӗҫет вӗсемпе пӗрле! — Пурте лайӑх еннелле пырать, тусӑм, пурте! — Марьяна пулать-и? Апат пирки япӑхрах вара. Мӑнастире каяс килместчӗ, анчах эпӗ хам арканса кайса, ӑнланса илмелле мар тухатса лартнӑ ҫаврашкара ҫавӑрӑнса ҫӳренине туяттӑм. Вӑл ун ҫине хӑвӑрт, куҫӗсемпе шӑтарас пек пӑхса илчӗ те, кулса ячӗ. — Апла пулсан, ҫавӑ манпа шӑллӑм хушшинче вӑрттӑн ӗҫ пулса юлмалла. Унӑн урайӗ — гасиендӑн лаптак ҫийӗ пулать, ҫийӗ — кӑвак пӗлӗт тӳпи. Вӑл куҫне мӑчлаттарса илчӗ те ман ҫинелле тинкерсе пӑхрӗ. — Эпӗ асӑрханӑ; пӗр туйӑм ҫынсенче питӗ ҫирӗп тытӑнса тӑрать. Галилее вӗлерессипе хӑратнӑ, ӑна асаплантармалли залра допрос тунӑ, тӗрме ҫыннин куҫӗ умне асаплантармалли хӑрушӑ япаласем кӑларса хунӑ: хырӑма шыв ярса тултармалли сӑран варинкке, тимӗр атӑ (асаплантаракан ҫыннӑн урине тӑхӑнтармалли), шӑм-шака ҫӗмӗрмелли хӗскӗчсем — тем те пӗр пулнӑ унта. Амӑшӗ ӑна тав турӗ те, апат ячӗсене кӑшкӑра-кӑшкӑра, фабрикӑра яланхи пек мар хӗвӗшнине сӑнаса тӑчӗ. Пӑх-ха мӗнле асаплантараҫҫӗ вӗсем ӑна! мӗскӗн тӑлӑха хӑвӑн кӑкӑру патне чӑмӑрта-ха! — Самайланчӗ вӑл, вӑл халь аванланчӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ Роберт, Гленарвана хирӗҫ сиксе пырса. — Вӑй пысӑк вӗсен! Нимӗҫсен командованине малтанхи кунсенчех пирӗн оборонӑна татса кӗме ҫукки, ӑна тума май килсен те — ҫухатусем ҫав тери пысӑк пуласси, вара хыпкӑча хӗстерсе лартма вӑй та ҫитес ҫукки паллӑ пулнӑ. — Ҫук, халех мар — Ыран. Анчах эпир — чӗннӗ ҫӗрелле вӗҫетпӗр. Кунта сирӗн каллех кампани пухӑнать… Юмӑҫ карчӑкӗ Артамонова ытла хытӑ, ытла нумай мухтарӗ, ҫавӑнпа Артамонов ӑна, укҫа парса, хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек туйӑнчӗ. — Паллассӑн туйӑнать, анчах шантарсах калаймастӑп та… — Ачисем пурте аван. Хаваслӑ. Вӑл халь вилӗм умӗнхи асапсем пуҫланассине туйса пуҫне усрӗ те, шӑппӑн ҫапла каласа хучӗ: «Пансем-тӑвансем, эпӗ лайӑх вилӗмпе вилетӗп тесе шутлатӑп: ҫиччӗшне вакласа тӑкрӑм, тӑххӑрӗшне сӑнӑпа чиксе пӑрахрӑм, лашапа тӑраничченех тӗшӗртӗм, пульӑпа мӗн чул вӗлернине астумастӑп та. Ҫакӑн пек пӗчӗк кӑна ӗҫ тӑвасси ҫынна ним чухлӗ те йывӑр мар, анчах шӑпах ҫавнашкал пӗчӗк ӗҫсемшӗн ҫын хисеппе юратӑва тивӗҫлӗ пулать иккен. Пӗр минут хушши чӗнмесӗр ларчӗҫ. — Ну, капла та пурпӗрех! — ассӑн сывласа, сӑмахне тӑснӑ Фома. Мустангер ухмаха ернӗ пулӗ. Сӑмах май каласан, вӑл та, эпӗ те пӗр ҫеҫкене юрататпӑр. Дубцов, — кӗтсе илтӗмӗр! Эпӗ сире чунран парӑннине сивлес ҫукки пирки сӑмах паратӑр-и? Вӑл ҫиелтен пӑхма та мӑнкӑмӑлланчӗ, калаҫасса та сахал калаҫакан пулчӗ. Вӑл ҫӗр патне ҫывхарса пынӑ май Динго хӑйне ытларах та ытларах канӑҫсӑррӑн тытрӗ. Эпӗ сана кансӗрлӗп, эпӗ сана чарса тӑрӑп… Ҫӗнӗрен килнисем тин кӑна акӑлчансемпе ҫапӑҫнӑ пулнӑ. — У, эпӗ вӑл Вьенӑна… эпӗ ӑна… шӑмми-мӗнӗпех хыпса янӑ пулӑттӑм… Бяла Черквари хаяр шӑплӑх унӑн юнне шӑнтать — вӑл темле тав-шавран та хӑрушӑрах. Радуб виҫӗ хут пенӗ пульӑсенчен иккӗшӗ сая каймарӗҫ: пӗри — пӗр тӑван Пин-ан-Буасен аслине, тепри — халӑх хушшинче Гусар ятпа ҫӳренӗ де-Келена вӗлерчӗ. Темшӗн хытӑ пӑшӑрханать. Патшалӑха мӗн сутма пултаратӑп-ха эпӗ? Апла пулсан, эпӗ малта пыратӑп. Килӗшетпӗр?.. Пурӑнӑҫа ҫӗнӗрен пуҫласа ямалла. Говэн шухӑшӗ пӗр вырӑнта ҫаврӑннӑ. Викторшӑн пулсан, — авалтан пыракан Лещинский поляк улпутсен несӗлӗшӗн — лешсем те, кусем те пурӗ-пӗр йӗрӗнчӗклӗн туйӑнаҫҫӗ. — Эпӗ хам та, — терӗ Наталья Савишна, — пытармастӑп, кресло ҫинче тӗлӗрме пуҫларӑм та, алӑри чӑлха тухса ӳкрӗ. — Эпӗ шутсӑр хавас! Паганель тем пек ӗмӗтленнӗ пулсан та, вӗсем кивӗ сукмак: йӗрӗсене ниҫта та тӗл пулмарӗҫ — кунтан иртсе кайнӑ ҫынсен йӗрӗсене пӗтӗмӗшпех ҫӗр чӗтренсе йӗри-тавралӑха улӑштарса хӑварнӑ. — Эсир тӗрӗс калатӑр пулӗ тесе шухӑшлатӑп, — терӗ Фабрицци. Ку чурасем, Бонапарт вӑхӑтӗнчи пек, час-часах салтаксем пулса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар вӗсем те пӗр-пӗр паллӑ ӗҫшӗн хускалнӑ пулмалла. Тӗлӗнмелле юланутӑн лаши тискеррӗн кӗҫенсе янӑ, ҫавна хирӗҫ ун хыҫҫӑнах пыракан йытӑ улани илтӗнсе кайнӑ, лаши вара каялла ҫаврӑннӑ та хӑй ҫулӗпе чуптарнӑ, — ҫавӑн хыҫҫӑн тин Кольхауна ҫӑмӑллӑн туйӑнса кайнӑ, ҫавӑн хыҫҫӑн тин унӑн чӗлхи уҫӑлнӑ. Пуҫне аялалла пӗкет те вӑл:— Ҫӑкӑрпа чӑкӑтсӑр пуҫне тата эпӗ кивӗ хулара кӑштӑ, пачах кӑштӑ, египетсенчен роза ҫӑвӗ туянтӑм, — пӑшӑлтатать шӑппӑн. — Суламифь… кӑмӑлу пур сан, кӑмӑлу пур… Тепӗр ҫур сехете яхӑн выртсан, Матвей Юргин ҫӗкленчӗ. Нумай выртнипе унӑн кӑкӑрӗ ыратакан пулнӑ иккен. Кострома, Людмила тата эпӗ пӗрле хапха патӗнче, тенкел ҫинче ларатпӑр; Пӗр минут пек чӗнмесӗр пуҫне усса ларчӗ; унтан ӑна стариксем чӗнсе илчӗҫ те, вара вӗсем виҫҫӗш те сывпуллашмасӑрах тухса утрӗҫ. — Нимӗн те суймарӑм тесе «Индеецӑн чӑн сӑмахне» кала, — тет. Ҫак калаҫӑва Вэра хутшӑннӑ та, ҫамрӑка укҫа илме кирли ҫинчен каласан, лешӗ:— Эпӗ революцишӗн ӗҫлетӗп, — тенӗ. Сивлек ҫӑлтӑр сарӑлсах-ҫуталсах пырать. — Хам валли санран ача ҫуккишӗн. Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехетре пӗчӗк ушкӑн вӑрман уҫланкинче канма чарӑнчӗ. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк чӑтлӑхран, вӗсенчен пӗр ҫӗр утӑмра, темиҫе пысӑк чӗрчун сиксе тухрӗ те самантрах ҫиҫӗм хӑвӑртлӑхӗпе куҫран ҫухалчӗ. Вӑл ӑна илемлетнӗ те, ҫав вӑхӑтрах вӑйсӑрлатнӑ та. — Ох, чунӑмҫӑм… Ӑҫта вӑл халӗ? Тепӗр чухне тата ҫыннӑн хӑйне те шеллемелле мар… Вӑл амӑшӗн аллине тытса хыттӑн чӑмӑртарӗ те тата тепӗр хут ыйтрӗ: — Эсир часрах эппин! — Ун пек астармалли япала вӑл начар, тесе калӑттӑм эпӗ, — тенӗ тепри. Ҫитменни ҫине тата, мӗнле савӑнӑҫ пулма пултартӑр-ха уншӑн ҫак Обжоговпа Сусликов господасемпе пӗрле ҫӳренинче, вӑл вӗсене унсӑр та кунне 6-шар хут тӗл пулса аллисене чӑмӑртать пулсан. Хаярланни — ухмахланни вӑл! Эпир суда Конвент декречӗпе килӗштерсе тӑвӑпӑр: пире маркиз пулнӑ де-Лантенак камне пӗлни те ҫителӗклӗ. — Эпӗ ун валли каҫхи апат хатӗрлерӗм. — Мӗнле! — Тусӑмсем, эпир пурте туррӑн чурисем, айтӑр, юрлар, «Туррӑн ятне мухтӑр»… Юррӑн майӗ килмест; пурте ӗнтӗ ҫисе те эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлсе ҫемӗҫсе кайнӑ. Анчах иккӗмӗш каҫхине тӗтре карса илчӗ те, пӗр пӗчӗк утрав ҫине тухма шутларӑмӑр — тӗтре витӗр кайма ҫук. Акӑ, кимме кӑкарма хатӗрленсе, вӗрене алӑрах тытса пыратӑп, йывӑҫ тӗмӗсем патне, ҫитрӗм те пӑхатӑп — сулла кӑкармалӑх ҫирӗп тӗм те ҫук, ҫинҫе хулӑсем кӑна ӳсеҫҫӗ. Йытти ӑна куҫран пӑхса хӳрине выляткаласа илчӗ, пуҫне сулкаларӗ. Фома, ун ҫине хӑяккӑн пӑхса илнӗ те, тепӗр вырӑна ларнӑ. Ирина Васильевнӑн ытла та чипер илемлетнӗ пӳлӗмӗнче диван ҫине тайӑнса ларса, Корчагин Бажанова калама пуҫласса кӗтет. Чура сутуҫи хӑй, ун салтакӗсем, ун хуҫалӑхӗнче ӗҫлекен тыткӑнри ҫынсем уҫиччен кӗтсе тӑмасӑр хапха ҫӗмӗрсе кӗрекен пуҫтах ҫынна айӑплама чупса килчӗҫ. Чӳречесен хушшинче американла тунӑ кӗнеке шкапӗ пур; эпӗ нихҫан та ҫакӑн чухлӗ кӗнеке курманччӗ-ха. Ун пек пулмӑп тесе, сӑмах та паратӑп. Анчах виличчен вунӑ кун маларах, — ҫак срока вӗсем пур чухне те тӗрӗс палӑртаҫҫӗ, — гуигнгнмсем хӑйсен тусӗсемпе юлташӗсем патне кайса ӗмӗрлӗхех сывпуллашаҫҫӗ. Ҫак тӗлӗшпе вӗсене ехусем кӳлнӗ ҫунасем параҫҫӗ. Хӑйсен тусӗсемпе сывпуллашнӑ хыҫҫӑн гуигнгнмсем хӑйсен килне таврӑнаҫҫӗ, вара мӗн виличченех килӗнчен тухмаҫҫӗ. Гуигнгнмсене ҫак ҫӗршывра тупма май пур чи хӳтӗ те улах вырӑнсене пытараҫҫӗ. Виле пытарнӑ чухне унӑн тӑванӗсемпе тусӗсем хӑйсем савӑннине те, хуйхӑрнине те палӑртмаҫҫӗ. Вилекенӗ хӑй те, хӑнаран тӑван килне таврӑнакан этем пекех, хӑй ҫак тӗнчерен уйрӑлса кайнишӗн пӗрре те пӑшӑрханмасть. Пӗрре ман хуҫа пӗр паха ӗҫ пирки хӑй патне хӑйӗн тусне пӗтӗм ҫемйипе чӗннине астӑватӑп эпӗ. Ҫак кун хуҫа патне унӑн тусӗн арӑмӗ хӑйӗн икӗ ачипе кӑна ҫӗрле пулсан тин пычӗ. Хуҫа тусӗн арӑмӗ чи малтанах хӑйӗн упӑшкишӗн каҫарма ыйтрӗ, мӗншӗн тесен унӑн упӑшкипе, вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫав кун ирпе схнувнх пулнӑ. Ҫак сӑмах вӗсен чӗлхинче питӗ уҫҫӑн илтӗнет, анчах ӑна куҫарма питех те йывӑр. Тӗрӗсрех куҫарас пулсан, вӑл хӑйӗн ӑсламӑшӗн асламӑшӗ патне кайнине пӗлтерет. Унтан вӑл хӑйшӗн те каҫару ыйтрӗ, унтан упӑшки паян ирпе вилни ҫинчен каласа пачӗ те, вӑл вара хуҫа тарҫисемпе хӑйӗн упӑшкин ӳтне хӑш вырӑна пытарсан авантарах пуласси ҫинчен чылай канашласа ларчӗ. Эпӗ вӑл ыттисем пекех савӑнӑҫлӑ пулнине асӑрхарӑм. Виҫӗ уйӑх иртсен, вӑл хӑй те вилчӗ, хӑйӗн юлашки пурнӑҫне урӑх ҫӗршывра пурӑнса ирттерме шутланӑ пекех, вӑл таҫти ҫӗршыва тухса кайнӑ пекех ҫухалчӗ. Иван Петрович хӑй те манӑн ватӑлӑха хисеплетчӗ, мана чунтан иленнӗччӗ. — Пуринчен малтан ҫӳле хӑпарма ирӗк парӑр мана. Анчах та австриецсен хӗҫӗсем Макҫӑмӑн харсӑр чунне ӳт-пӳрен хӑваласа кӑларайман-мӗн, вӑл самаях сусӑрланнӑ, лӳчӗркеннӗ кӗлеткере пулин те юлнӑ юлнах. Ҫул хӗрринчи ҫӑл патӗнче водитель сасартӑк машинине чарчӗ те Воропаев енне ҫаврӑнса: — Полковник юлташ, калӑр-ха эсир ӑна: ҫак ҫӑла нимӗҫсем ман пултӑрӑн икӗ ачине чӗрӗллех пӑрахнӑ. Унтан каллех пурте шӑп пулчӗҫ. Урапа йӗрӗсем ӗнтӗ курӑнмаҫҫӗ, вӗсем курӑкпа пӗрле ҫунса кайнӑ. — Сывах-и? Анчах хӑш-пӗр ҫынна вӑл — кирлӗ мар, пӑсма та пултарать… Ӗненетӗр-и, сударь: курьерсем, фельдегерьсем унпа ҫуршар сехет калаҫса ирттеретчӗҫ. — Эпӗ сана хамӑн пӗтӗм улмана паратӑп. — Кама суйласа илесси ҫинчен калатӑн эсӗ? Эсир ҫак ӗҫе интереслӗ мар, обшествӑлла пурнӑҫӑн уйрӑм отраслипе ҫыхӑнса тӑракан ӗҫ тетӗр пулӗ, анчах пире специалистсем кирлӗ, специалистсем; тӑраничченех философи ҫинчен калаҫрӑмӑр эпир, халь пире практика кирлӗ, практика… — Ҫӗр курӑнать! — кӑшкӑрчӗ Джон Мангльс. Эпӗ тӳрех турӑран ответ илесшӗнччӗ. Пире пурсӑмӑра та сӑмсаран шаклаттарасшӑн курӑнать. — Хӗрӗх ҫул! — Акӑ Вася тарӑхать-ха кунта, — терӗ Пантелей. Манӑн куҫ ҫук тетӗр-и-мӗн? Ура сасси таврашӗ ниҫта та илтӗнмен. Сасартӑк Марс ҫаврашки чӗтренчӗ те аппаратри куҫ-шӑтӑк окулярӗнче тӗтреленет. Хӑй ӗҫӗнчи чи кирлӗ хатӗрӗ — пӑшалӗ те — ытла тӑрӑшса тунӑскер мар. Упражненисем кӑткӑс пулман пулсан та, ҫӗнӗ ҫын аран сывларӗ, унӑн пичӗ-куҫӗ час та часах тӳсме ҫук ыратнипе пӗркеленчӗ, хӑш чух вӑл йынӑша-йынӑша илчӗ, хӑй ҫапах та ҫине-ҫинех чупрӗ. — Килӗнче? Бригадӑри шыв кӳрекен вун ултӑ ҫулхи Андрей Акимов урампа лашисене васкамасӑр уттарса пынине курсан, Давыдов, пӗчӗк ача пек, ун ҫулне пӳлме чупрӗ, ҫитсен, урапа ҫинчи тулли шыв пичкине мекӗрленсе тӗртсе антарчӗ те, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ҫапла каларӗ: — Акӑ мӗн, йӗкӗт, кунта пӗр хӗрарӑм асапланать. Ҫав шухӑша кайса, куҫпе сивӗннӗ чей чашки ҫине пӑхса, нумайччен ларчӗ вӑл, унӑн чунӗнче ҫав вӑхӑтрах кама та пулин ӑслӑ, ырӑ ҫынна курас, унран нумай япала ҫинчен ыйтса пӗлес кӑмӑл ҫӗкленсе, хӗмленсе пычӗ. Ун умне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑнӑ Дубцов помидор аври тӗлне пӗшкӗнет те, Яков Лукич, кулас килнипе, тарӑхнипе сывлайми пулса, калать ӑна: «Эсӗ ун пекех хытӑ ан пӗшкӗн-ха, йӗксӗк! — Калӑр, ан хӑрӑр, — тӗрӗс каланине яланах хисеплеме тивӗҫлӗ. Каҫпала вӑл пӗҫӗ ҫинчи мускулсене тата ура тунисене хыпашласа пӑхрӗ, вара хӑйӗн аллисене малтанхи пек ҫемҫе ӳт-тир мар, ҫирӗп мускулсем кӗрсе кайнине туйсан, савӑнчӗ. Ахлатса, аллисемпе хире-хирӗҫ ҫапса, Полина ӑна ӳпкелешме тытӑнчӗ: — Мӗншӗн эсӗ мана кун ҫинчен каламарӑн? Том кӑтартасшӑн мар пек пулчӗ те:. Ҫак уйӑхсем хушшинче эпӗ мӗн пурӗ те… пӑхмасӑр калама сакӑр сӑмах кӑна вӗренсе ҫитрӗм-ха. Эсӗ кунта сулхӑнра сарӑлса ларатӑн, ҫеҫен хире кай-ха ак, хӑвах курӑн, — чӗрре кӗрсе каларӗ Дубцов. Анчах унӑн чеен хӗснӗ куҫӗсенче нумайччен кулӑ ҫиҫсе тӑчӗ. Телейсӗр, никам ӑнланман, никам хакламан, анчах лайӑх ҫынна шухӑшласа кӑларма пӗр вӑхӑтрах кӑмӑллӑ та, хурлӑхлӑ та пулнӑ; вӑл ҫынна ним ҫукран, шӑрӑх кунсенче шурлӑхсем ҫинче, кӑвак тӗслӗ пушӑ ҫӗрте шурӑ тӗтӗм пек пӗлӗтсем пулса тӑнӑ пекех, шухӑшласа кӑларма ҫӑмӑл пулнӑ. Эпӗ тӑракан сӑрт айлӑмалла ҫип ҫапнӑ пек чӑнкӑ анать. Сӑрт хӗррисем таҫта ҫитичченех хуп-хура курӑнса выртаҫҫӗ. Ман ура айӗнчех, сӑртпа айлӑм кӗтессинче, ку тӗлте хускалмасӑр, тӗксӗм куҫкӗски пек курӑнса выртакан шыв хӗрринче, юнашарах икӗ вут купи хӗрелсе, тӗтӗм кӑларса ҫунса выртаҫҫӗ. Виҫӗ нигилистка тахҫанхи качча тухма хатӗрленӗ таврашӗсене, усӑ курайманскерсене; тӗрӗк чӗнтӗрӗсене, йӗрлӗ-йӗрлӗ бархӑтран ҫӗлетнӗ жакеткӑсене, хулпуҫҫи ҫине буф хунӑскерсене, аслӑк хунӑ йывӑр кӗпесене пӗтӗмпех хута янӑ. Вӑл юлашкинчен лӑпланчӗ те, ача пекех куҫӗсене тутӑрпа шӑлса илчӗ. Ҫуртӑн инҫетри пайӗнче сасӑсем — кухня ҫӗҫҫисен шаклатӑвӗ, савӑт-сапа шӑнкӑртатӑвӗ — илтӗнеҫҫӗ. «Ан чӑрман, тӑванӑм; ут малтан, хӑнусене ҫул кӑтарт», — тенӗ лешӗ илтӗни-илтӗнми сасӑпа. Ну, ҫав Генрихӑн Америкӑпа харкашас килсе кайнӑ. Эпӗ мӗнле ҫын иккенне илес пулсан, ӗнтӗ, эсир пӗррехинче эпӗ хамӑн тӗлӗнмелле пурнӑҫӑм ҫинчен каласа панине пӗлетӗр. Киле каяс-ши е тата… Эпир ирех, ҫичӗ сехетрех, ӗҫлеме пуҫлатпӑр. Вунӑ сехетчен моторсем пуҫтаратпӑр. Михайлов ӳпне ӳкрӗ. Комиссар кун ҫинчен пӗлме ӗлкӗреймен те пулӗ, анчах та вӑл кун пек шӳт туни салхуллӑ пулнине тавҫӑрса илчӗ, ҫапах та кӳренмерӗ, Кукушкин ҫине тӗлӗнсе пӑхса ыйтрӗ кӑна: — Эсир миҫе ҫулта вара, хаклӑ тусам? — Ну, Аркаша сан патӑнта урӑх пулмарӗ-и? Ржаноксем, индеецсем «терутеру» текеннисем; сарӑ коростельсем, шыв чӑххисем кӗтӗвӗпех ҫӳреҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк пирӗн комиссар юрӑ пуҫласа ячӗ. Сулӑ шыв варри тӗлӗнчен иртрӗ, ачасем ӑна, кӗсменпе авӑсма пӑрахса, шыв юхнӑ майӗне ячӗҫ. Оля та унта, — ответ пачӗ Алексей. — Чӗнтӗр-и, Ерофей Кузьмич? — ыйтрӗ вӑл. Унтан хӑйпе тата тусемпе тӳпе хушши питӗ инҫете тӑсӑлнине, тусем ҫав тери пысӑк иккенне ӑнланса илсен, ҫак илемӗн вӗҫӗ-хӗрри те пулманнине туйнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫаксене пурне те тӗлӗкре куратӑп е аташатӑп пулӗ тесе хӑраса ӳкрӗ. — Авланман пулсан, эпир ӑна тӑ хамӑрпа пӗрле ертсе каяттӑмӑр… Хӑш чух вӑл ашкӑнать, анчах ун пекки ун сахал пулкалать. Хӗрача хӑй сӑмахне ҫирӗп тытрӗ, Петруҫ хӑй те каплах пуласса кӗтменччӗ. Анчах чуптарса кайиччен малтан, вӑл ҫаврӑнчӗ те: пуҫлӑха пулӑшу кирлӗ мар-ши? тесе шухӑшларӗ. Ҫӗр каҫа ҫывӑрманнипе ӗшенсе ҫитнӗскер, сӑнӗ тата ытларах тӗксӗмленсе куҫӗсем хӗрелсе кайнӑскер, вӑл ирхине ирех таврӑнатчӗ те эпӗ вара ҫавӑнтах трактире вӗретнӗ шыв илме чупаттӑм, — паллах, пирӗн самовар пулман. Валек ҫакӑн пек услови лартрӗ: манӑн тул ҫутӑличченех тупӑк ҫинче выртмалла е лармалла, хӑть те мӗн пулас пулсан та, Калинин старик шӑтӑкран тухнӑ чух тупӑкӗ чӳхенме пуҫласан та, ҫапах ун ҫинчен анмалла мар. Пӑван тӗттӗм ҫӗре пытанчӗ. Пӗр-пӗринпе эсир пӑшӑлтатмастӑр пуль? Устава япӑх пӗлетӗр, полковник юлташ. Шӑнтать… — Йӑлӑхтараҫҫӗ, — ӑнлантарчӗ Илья. Ерофей Кузьмичӑн тапак питӗ лайӑх пулнӑ — ялӗпех мухтаҫҫӗ ӑна. Юланутҫӑсем жандармсем иккен, вӗсем чӑнах та хӗҫӗсене йӗнӗрен кӑларнӑ. Гигант пек ҫын шыв хӗрринелле хӑвӑрт ҫывхарса пынӑ. Илтетӗп: вӑл малти пӳлӗме тухать, таҫта кайма хатӗрленет. — Воздух!.. — Тӳрӗ кайсан та, ҫырма урлӑ анчах каҫмалла, унта аташса каяс ҫук, унтан вара вӑрманпа кайма лайӑх, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Унӑн тӳрӗ каяс килнӗ мӗн. Драко цилиндрне хывса пӑрахрӗ. Пӑхса ларакансем каллех ахӑрашса кулса ячӗҫ… Сасартӑк эпӗ сире чиркӳре тупатӑп… Фома тинкерсе итлеме пуҫланӑ, — сывлӑшра чуна пусса илекен шӑплӑх пулнӑ, ҫырма шывӗ кӑна, якӑр сӑнчӑрӗсене сӗртӗнсе, шӑпӑлтатнӑ. Юлашкинчен куратӑп — нимӗнле те май ҫук, мулкач евӗрлех, кашни ҫынран хӑратӑп. Миките нимӗн те чӗнмен, пуҫне кӑна пӑркаласа илнӗ, хуллен чейне чашки ӑшне янӑ та хӑйӗн ӗҫленипе тӑртаннӑ пӳрнесемпе аллисене пӑс ҫинче ӑшӑта пуҫланӑ. Давыдов нӑкӑ, вӑйлӑ мускуллӑ Нестеренкӑна ытамласа илчӗ те ҫавӑнтах, лешӗн хӑтланкӑшӗнчен, хӑй умӗнче опытлӑ чӑн-чӑн кӗрешӳҫӗ тӑнине ӑнланчӗ. Эпӗ сире ҫав пӗр метрлӑ ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗшӗн ҫав тери нумай укҫа панӑ пулӑттӑм. Анчах манӑн укҫам ҫук. Пыл хурчӗсен такам пӑлхатнӑ пысӑк ҫемйи шавланине итлеме хӑнӑхнӑ, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлекен утарҫӑ пек, Ҫӑрттан халӗ те хайне пит лӑпкӑ тытрӗ. Сывлӑш ҫӑмӑл, тӳлек те янӑравлӑ. Лётчиксем йӗп-йӗпе тара ӳксе, ывӑнма пӗлмесӗр ташларӗҫ. Вӗсем хушшинче пӗрмаях та савӑнӑҫлӑ, ҫаврӑнӑҫуллӑ Мересьев хӑйӗн ылтӑн тӗслӗ кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрарӑмӗпе ташларӗ. Анчах ман умма ҫӗнӗ йывӑрлӑх сиксе тухрӗ: манӑн хуҫам ҫак пур судьясене те хӑйсен ҫывӑх ҫыннисене кӳрентерсе сиен тумашкӑн ҫав тери тӑрӑшма кам хистенине ниепле те ӑнланса илме пултараймасть. Пуринчен ытларах вӑл «укҫа тӳленӗшӗн» тенӗ сӑмахсене ӑнланма пултараймасть. — Мӗншӗн? Ҫапла, ку историре вӑл — тӗп герой, енчен ҫав историре манӑн ҫамрӑклӑх та пайтах вырӑн йышӑннӑ-так — ку вара вӑл чи интереснӑй шухӑшсем вунсаккӑрти ҫамрӑкӑн пуҫне пырса кӗнипе ҫеҫ пулнӑ темелле. Темиҫе самант хушши никам та нимӗн те чӗнеймен. Праскухина палласа илсе аллине антарнӑ хыҫҫӑн, мӗн тума кирлине лайӑхрах тавҫӑрса илсе, Михайлов хайхи приказание батальона пӗлтерчӗ, батальон вара хаваслӑн хӗвӗшме тытӑнчӗ, пӑшалӗсене илсе шинелӗсене тӑхӑнчӗ те вырӑнтан хускалчӗ. — Чиркӳ тӑрри пекех-ҫке! — шӑппӑн кулса калаҫҫӗ ҫамрӑксем. Темиҫе самант хушши вӑл ҫакӑн пек тайкаланса тӑчӗ, унтан темӗнле сасӑ кӑларса, урайне ӳпне йывӑррӑн персе анчӗ. Хӑйне вара килӗнче кухарки питрен хӗртет. Ку мӗнпур тӗнчене паллӑ ӗнтӗ. — Яша ҫинчен мӗн те пулин каласчӗ хуть… Умбракулӗ… — Мӗнле ҫын ун упӑшки? — ыйтрӑм эпӗ. Питӗ кирлӗччӗ вӑл мана, ӑна куриччен ман вилессӗм те килместчӗ! — Каласа патӑн-и? Эпӗ геолого-разведочнӑйне кӗме шутлатӑп. Хӑвӑртрах васкӑр! Эпӗ хамӑн пӳлӗме хыҫалти крыльцапа кӗтӗм. Кӗҫ-вӗҫ сиксе ларас тенӗччӗ ун ҫине, анчах ҫак самантра алӑк уҫӑлчӗ те, манран икӗ утӑмра пӗр хурахӗн пуҫӗ курӑнчӗ. Вӑл чӑпӑрккине ҫӗклерӗ те, унӑн хулхушшинче таса мар кӗпи ҫинче тӗссӗрленсе тарпа пиҫӗхсе ларнӑ ҫаврашка курӑнса кайрӗ, вӑл ним тума аптӑранипе ҫапла каласа хучӗ: — Кӑларӑр мана бригадиртан, ун пек ҫынсемпе тертленме халӑм ҫитес ҫук манӑн: хӑйсен ӗҫӗпе вӗсем мана та тӑлласах лартрӗҫ!.. Ҫав вӑхӑтчен вунпилӗк минут малтан Берсенев килсе кӗчӗ. Шав — хӑй айне путарать, тусан — сӑмса шӑтӑкӗсене вӗчӗлтеттерсе, куҫа ҫыпӑҫтарса лартать, шӑрӑх — ӳт-тире пӗҫертсе ӗшентерет; пӗтӗм йӗри-тавралӑх — пурнӑҫ карӑнса ҫитсе, чӑтӑмлӑха ҫухатса, кӗҫ-вӗҫех темле пысӑк катастрофӑпа ишӗлсе анассӑн, сирпӗнсе каяссӑн туйӑнать, ун хыҫҫӑн уҫӑлнӑ сывлӑшра вара сывлама ирӗклӗн те ҫӑмӑл пулассӑн, ҫӗр ҫинче шӑплӑх пулассӑн туйӑнать, хӑлхана хупласа лартакан, йӗкӗлтекен, хуйхӑпа уртарса ярас патне ҫитерекен тусанпа шӑв-шав пӗтмелле те — хулара та, тинӗс ҫинче те, ҫутҫанталӑк тӳпинче те тӳлек, уҫӑ, аван пулас пек туйӑнать… Эпӗ вӗсен амӑшӗ вӗт, ячӗсене пӗлетӗп. Эсир халӗ куратӑр-и ӗнтӗ эпӗ вӗсен амӑшӗ пулнине… — Шӑнтӑн пулӗ, мӗскӗн. Шултра, хулӑн тирлӗ чӗрчунсен урисем ҫумӑр вӑхӑтӗнче шӳсе кайнӑ ҫӗре пысӑк шӑтӑк туса шӑтарса пӗтернӗ, — нӳрӗ, кӳпшеке вырӑнта пысӑк йӗрсем лайӑх ӳкерӗнсе юлнӑ. Пӳлӗмре тӗксӗм; картинӑсемпе е ӳкерме хатӗрленӗ пирсемле хупӑрласа хунӑ чӳречесенчен нӳрӗ сывлӑш кӗрет. Вӑл паттӑрӑн курӑнма тӑрӑшнипе каппайчӑк пек те курӑнкаларӗ, салтаксен умӗнчен вӗҫкӗннӗн ирте-ирте кайрӗ, банкет ҫине туха-туха тӑчӗ, салтакӑмсене авантарах курӑнам тесе пулас, шинелне те вӑл юриех йӳле ячӗ. — Апла-тӑк — аплах пултӑр эппин, — темиҫе хут та каларӗ Вавжон; вара шӑпланчӗ, анчах та куҫӗнче темле ырӑ мар япала ҫуталса илчӗ. — Тен, эсир эпӗ сапожник, сехет юсакан мастер пулӗ тетӗр? Эпӗ ҫӗрӗпех ӑна кӗтсе лартӑм. — Пӗр евӗр шӑпа тивнӗ ҫынсем пек калаҫрӗҫ-и? Кӑҫал ҫуркунне эпӗ чугун ҫул валли тӑпра хӑпартнӑ ҫӗрте мужиксем ӗҫленине куртӑм. — Эпӗ калам-ха, — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ, — вӑл пӗртте усал ача марччӗ, шавлама, асма анчах юрататчӗ, ытла та харсӑр ачаччӗ вӑл. Комендатурӑран ӑна хирӗҫ Ефим Чернявкин тухрӗ. — Вара вӗсем пӗр-пӗрне кансӗрлеҫҫӗ… — Мӗнле-ха, ыратрӗ-и санӑн сурану? — каллех ыйтрӗ Оленин. — Синьора, — терӗ вӑл тепӗр самантран: — ют ҫӗршыв господинӗ аневризмпа тата ӳпке пӑсӑлнипе — il siqnore forestiere morto чирлесе вилнӗ. — Ну, юрӗ-ҫке, акӑш-макӑш барыня мар! — мӑкӑртатса илнӗ Фома. Хӑш чухне Петра арӑмӗ йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек, пӗрре те кӑмӑла кайман пек туйӑннӑ. Ҫакна уҫҫӑнах, чӗререн кулянса туйса тӑнӑ сехетсенче Петр Наталья пирвайхи ывӑлне ҫуратнӑ чухнехи хӑрушӑ куна аса илме тӑрӑшнӑ. Тӗксӗммӗн пӑхакан Яков Лукич арчаран пӗр тӗрке кӗпе-тумтир туртса кӑларчӗ те тӳрех Любишкин ури умне печӗ: — Суйласа ил кӑмӑла кайнине. — Ӑна тытса кайнӑ. — Ытарма ҫук аван яхта! — терӗ вӑл, юлашкинчен. Пура та тухать. Аркадий начар ташланӑ, эпир кӑна пӗлетпӗр ӗнтӗ; — Яхтӑпа хавхаланма та тивӗҫ пур, — терӗ Джон. — Пӗлетӗр-и, Джон, — тесе хучӗ Элен. — Эсир хӑвӑр суднона ҫав териех мухтанӑран манӑн ӑна ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӑхса тухас килчӗ, кунпа пӗрлех тата матроссем хӑйсен каютисенче лайӑх вырнаҫнипе вырнаҫманнине те кӗрсе курасчӗ. Пурте, окоп умӗнчи тӑпра куписем ҫине хӑпарса, хӗвелтухӑҫнелле тинкерсе пӑхрӗҫ. Повар хӑй вара пӗр тӗслине ҫеҫ кӑмӑл хывать, ӑна «эрех сыпасси» теҫҫӗ. Пӗтӗмпех ырлатӑп, анчах ҫакна шута илӗр: ку ӗҫшӗн ӗҫ кунӗ ҫырса памастпӑр. Вӑл пире хӑваласа ҫитрӗ те хӑйӗн лаши ҫинчен сиксе анчӗ, тепӗр лашин чӗлпӗрне мана тыттарса:— Ваше благородие! — терӗ. Тепӗр чухне вӗсем виҫшер талӑк нимӗн те ҫимен, юлашки ӑвӑпа тивертнӗ вуттине вӗсем весталкӑсем пек упранӑ. Унтан вӗсене йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те пӗрне пӗри алӑ пама килӗшиччен ҫаплах кӑлармарӗҫ. — Синопӑшӑн ыратни нимӗн те мар, вӑл макӑрмасть. Вӑл хастарлӑ ҫар ҫынни пулать! Эсӗ пур! Тӑшмансем тӗрмесенче ҫӗртекен хамӑр тӑванӑмӑрсем ҫинчен мӗн шухӑшлатӑн-ха? Кунта Питерпе Джордж кӑна килсе курнӑ. — А-а-а, сӑрӑ-кӑваккисем, кулюккасем, — кӑмӑлсӑррӑн тӑсса каларӗ Давыдов. Хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ урапине тата хӑйне те тытса чарнине курсан, Крэнкбиле хӑй айӗнчи ҫӗр те ишӗлсе аннӑн, хӗвел те сӳнсе ларнӑн туйӑнса кайнӑ. Мӗнпурри те: «Ну-и ӗҫсем!» тесе кӑна мӑкӑртатса илме пултарнӑ вӑл. — Рада! Ҫырӑвӗ ак кунтах-ҫке! — терӗ Стайка, лӳчӗркеннӗ хута ҫӗртен ҫӗклесе. Джиноран тата Шӑрчӑк кам иккенне ыйтса пӗлмелле-ха. Вӑл, кӑшт кӑна ҫил вӗрнипе те пулин усӑ курас тесе, яхта ҫинчи мӗнпур паруссене карма хушрӗ, анчах матроссем каланӑ пек, ҫил шлепкене тултармалӑх та ҫук. — Эсир йӑнӑшатӑр, ҫамрӑк ҫын! — тесе янӑраса каять аякран пӗр сасӑ. Ку ӗҫе тума ӑста вӑл. Хӑйне вӑл нумай кун хушши ирӗклӗлентермерӗ. Ҫырнӑччӗ, уяв тӗлне килет, — тет хорунжи арӑмӗ. Таҫта инҫетре темле сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Кӗҫех илтӗр акӑ Балкан арӑсланӗ мӗнле мӗкӗрсе янине… — Аван ҫӑкӑр! — Юрӗ-ҫке, Егор тӑванӑм, юрӗ-ҫке… — хӑвӑрт мӑкӑртатса илчӗ Христофор атте. Сана та, Ульяна тӑхлачӑ, аван пулӗ, ман йӗкӗтсемшӗн амӑшӗ вырӑнне пулӑн, эпӗ вӗсене сана хисеплеме хушӑп. Хӗрарӑм та, картах сиксе илсе, хӑй сасартӑк ҫӳллӗ чул хӳме умне пырса тухнӑ пек чарӑнса тӑчӗ те, пурне те пуҫ тайса:— Айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ, — терӗ. — Мӗн вӑл унта?.. — ыйтрӗ Ерофей Кузьмич. Эпӗ хам шутпа вилнӗ ҫынсене ваттисене асӑннӑ шӑматкун анчах курма пулать пуль, — тесе шутланӑччӗ, терӗ Костя. Лӑплан, халӗ нимӗн ятлаҫмалли те ҫук ӗнтӗ. Мӗн вӑл ҫӑлтӑр каталогӗ? Ку ҫӑлтӑрсен тӗрӗс вырнаҫнӑ вырӑнӗсене кӑтартса паракан список. Кунта акӑ эпир, хамӑр хушӑра, эсир килес умӗн канашласа пӑхрӑмӑр та… Вӗсене пур ҫӗрте те — алӑк хыҫӗнче те, кравать айӗнче те — вилнӗ ҫынсен ӗмӗлкисем пытаннӑн туйӑнать пулас, сывлӑшра та ҫавсемех куҫа курӑнаҫҫӗ тейӗн. Ҫын ҫав териех хӑравҫӑ пулнине эпӗ нихҫан та курман. Панталеоне старик те, алӑк янаххи ҫумне таянса, янаххипе ҫӑварне шалпар галстука пытарса тӑраканскер, вӑл та пӗлекен ҫын пек питӗ тимлӗн те сумлӑн итлерӗ, вӑл та, ӑна хӗр питне хӑнӑхса ҫитме вӑхӑт пулнӑ пулсан та, хӗрӗн ытарма ҫук пит-куҫӗпе киленсе, хӗртен тӗлӗнсе тӑчӗ. Диван умӗнче, таса ҫиттипе витнӗ ҫаврака сӗтел ҫинче, фарфортан тунӑ пысӑк кофейник ларнӑ; ун ҫине тутлӑ шӑршӑ ҫапакан шоколад тултарнӑ, йӗри-тавра чей чашкисем, сироп тултарнӑ графинсем, бисквитсемпе булкӑсем пулнӑ, чечексем те лартса тухнӑ; кӗмӗлтен тунӑ авалхи икӗ шандал ҫинче ултӑ ҫинҫе ӑвӑс ҫурта ҫунса ларнӑ; диванӑн пӗр енчен Вольтер кресли хӑйӗн ҫемҫе ытамлӑхне чӗннӗ — Санина вара шӑп ҫак кресло ҫине лартрӗҫ. — Нимӗн те калама пултараймастӑн эсӗ мана! — терӗ Весовщиков вӑраххӑн. — Эпӗ сана чи лайӑххисене! — хӗпӗртесе кӑшкӑрса ячӗ ача. — Халь ӑҫтан килтӗр-ха тата? Пӗррехинче Петрик юханшыв ҫыранӗнчи сӑрт ҫинче пӗчченех ларатчӗ. — Мӗншӗн тӗр-тӗр калаҫу? Юлашкинчен вӑл тепӗр хут:— Кӑшкӑрнине ан ӗнен, йӗпине — ан ӗнен, — терӗ те пӳлӗмрен сулӑнкаласа тухса кайрӗ, хай хыҫҫӑн эрех шӑрши сарса хӑварчӗ. Ҫӑрттан мучие вырӑс чӗлхи словарьне тыттарса, каларӗ: — Юрӗ, лар пӗрле, вула, анчах хӑв ӑшра, тутусене вылятса ан лар, ан ӳсӗр, ачху ан ту — кӗскен каласан, нимле сасӑ та ан кӑлар! Калаҫнӑ май пичче мана валли апат хатӗрлесе пачӗ, вӑл ӳкӗтленине пӑхмасӑрах эпӗ хама панӑ апата тӗшӗретӗп. Ҫавӑ кунта чи сиенлӗ ҫын!» — тесе тӑчӗ. Ывӑннӑ пек тайсан, эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та бухта патнелле утрӑм. Мӑн умра пит анлӑ тинӗс сарӑлса выртать. Сасартӑк эпӗ пирӗн матроссем баркас ҫине ларса мӗнпур вӑйпа карап патне ишсе кайнине куртӑм. — Вӑл кӑштах пӑрӑнчӗ те юлашки хут аллине тӑсрӗ. Ывӑлӗ тӗрӗс калать. Тинӗс хашлатнисӗр пуҫне пӗр сасӑ та илтӗнмен. Пӗлӗтсем тӳпе тӑрӑх халичченхи пекех салхуллӑн, хуллен шӑвӑннӑ, анчах вӗсем тинӗсрен нумайрах та нумайраххӑн хӑпарса пынӑ, тӳпене пӑхсан, вӑл пӗлӗтсем ҫинчи ыйхӑллӑ, лӑпкӑ, тикӗс тинӗсе ӳпӗнсе тӑракан тепӗр тинӗс, пӑлханчӑк тинӗс тесе шутлама пулнӑ. Башня патӗнчи ҫӳпӗ купи ӑшӗнче пӗр кӗлеткинчен катӑлса ӳкнӗ кача пӳрне татӑкӗ выртатчӗ. Эпӗ ӑна виҫсе пӑхрӑм та, ун тӑршшӗ шӑп тӑватӑ фут та пӗр дюйм пулчӗ. Булгаков, ыйтса пӗлес тесе, сӗтел тавра ларакансем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Бенедикт пичче хӑй кайма хатӗррине, ҫул ҫинче хурт-кӑпшанкӑ тытма чармасан, вӑл пӗтӗм Америкӑна ҫуран утса тухма пултарнине пӗлтерчӗ. Юлашкинчен вӑл: — Ҫапах та эпӗ трагеди музине ытларах килӗштеретӗп, — терӗ. Номерте ҫутӑ та ӑшӑ, тирпейлӗ тата Христофор атте шӑрши кӗрет — килте вӑл типӗтнӗ утмӑлтурат ҫеҫкинчен сирпӗтмелли тур шывӗ тӑвать, вӗсемпех турӑшсене илемлетет, ҫавӑнпа унран яланах кипариспа типӗ утмӑлтурат шӑрши кӗрет. Вӑл ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, хывӑнмасӑрах пӳлӗмелле иртрӗ те, ҫӗлӗкне урайне пӑрахса, сӗтел умне чавсаланса ларчӗ, пӳрнисемпе сухалне хыпашласа, Алексей ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Тӗтре витӗр вӑл палланӑ ҫырана курчӗ тесе шутласа илме май пулчӗ. Чашкӑрасса вӑл кӗвӗҫнипе чашкӑрать, мана сан ҫума хушать, шатра питлӗ савниҫӗм! — каллех шӳтлесе илнӗ Лушка. Пурте малалла, сывлӑшра хӗрлӗ ялав вӗлкӗшсе пынӑ ҫӗрелле пӑхса пычӗҫ. Ватӑ Берестов, Муромскийӗн ливрея тӑхӑннӑ лакейӗ пулӑшнипе, крыльца ҫине хӑпарнӑ. Шыв урлӑ Кэмпльпир кӗперӗ урлӑ каҫӑр, вара часрах океан патне вӗҫтерӗр. Вӑл аслӑ ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Ӑна, унӑн ӗҫӗсене хисепе хуманни ҫеҫ пӗтерсе лартнӑ, унӑн историйӗ вара хӑйӗн пурнӑҫӗпе кил-йышри пурнӑҫпа ҫеҫ ҫыхӑнса тӑмасть, вӑл унтан аякка тухса каять. Манӑн вилес килмест… Курсан та мӗн усси пур? — Кушак ҫури! — кӑшкӑрса ячӗ Зинаида, пукан ҫинчен сиксе тӑрса, ҫӑмхине ман чӗрҫине печӗ те пӳлӗмрен чупса тухрӗ. Атя, сан арҫын ачуна мӗн те пулин парар. Гусев ӑна ӑшӑрах витрӗ те сӑнав трубкисем патне таврӑнчӗ. Ун чухне хуралнӑччӗ эпӗ, пӗтсе кайнӑччӗ, чурӑс курӑнаттӑм, халь акӑ эсир хӑвӑр умӑрта кӑмӑллӑ та чипер ҫыннах куратӑр. — Нимӗн те тӗлӗнмелле мар, пулма пултарайман япала вӑл! — Ухмах, ухмах пуҫӗ… Бэлӑна Печорин патне хуллен кӑна ҫӗклесе кӗрсе, эпир лекаре чӗнтертӗмӗр. Сцена ҫинче чи малтан граф курӑнчӗ. Ҫав самантрах ачасем, иккӗшӗ те кушаксем пек ҫыхланса ӳксе, пылчӑк ҫинче йӑваланма тапратрӗҫ. — Шӗвӗр пӳрнӳ епле сыхланса юлнӑ-ха санӑн? Апла санӑн флигель те пур-и? — Симурден мӗн шухӑш тытнӑ тата? — Ҫук, юланутпа, — терӗ Айртон. Лашасене ҫавӑн пек усраҫҫӗ-и вара? Хӑйне Геркулес пуканӗпе ывӑтнӑ пек ҫӳлелле ывӑтнӑ чухне вӑл ним чухлӗ те хӑрамасть, савӑнса ҫухӑрать ҫеҫ. Мӗншӗн вӑл хӑш чухне тулли курӑнать, тепӗр чух ҫурла пек тӑрса юлать е йӑлтах куҫран ҫухалать? Пурлӑхӑм ҫук — ҫавӑ пӗтерет. Халех пухӑва чупап та сан валли апат илсе килеп. Максимыч ӑна сире ҫитерсе пама сӑмах пачӗ. Чӑн-чӑн туссем ҫук. Мистер Трелони (сквайра ҫапла чӗннине астӑватӑр пулӗ) хӑйӗн кресли ҫинчен тӑрса пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳреме тытӑнчӗ, доктор, лайӑхрах илтес тесе, пуҫӗ ҫинчи пудра сапнӑ парикне илсе хучӗ. Унӑн париксӗр те кӗскен каснӑ хура ҫӳҫлӗ пуҫӗ ҫине пӑхма темӗнле тӗлӗнмелле туйӑнать. Воропаев темиҫе хутчен такӑнчӗ, кӑштах ӳкетчӗ. — Ма-арш! Чиркӳ крыльцине хӑпарса ҫитсен, вӑл Шериф-ага патӗнче чарӑнса тӑчӗ, тутӑр шыранӑ пек пулса кӗсйисене хыпашларӗ: вӑл онбаши мӗн-мӗн тума хушнине итлесшӗн пулчӗ. Ҫапах та эпӗ сапла хӗсӗнкелесе тарса тырӑ ҫумӑрпа-ҫилпе ӳкнӗ ҫӗре ҫитрӗм. Мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине калама пултараймастӑп эпӗ, сехетне хӗрӗх ҫухрӑм пулас, анчах та маншӑн эпир халап-юмахсенчи пек хӑвӑрт ыткӑнса пынӑ пек туйӑнса кайрӗ. Маркиз ун ҫине ним ӑнланмасӑр пӑхса илчӗ. Мӗншӗн вӑрҫатӑп сана, — темӗскер, хамӑн маррине куратӑп — ҫавӑншӑн… Ҫак ҫул хушшинче Павел нумай хӑрушӑ япала курса ирттерчӗ. Йӑлӑнатӑп сире, Иерусалим хӗрӗсем: ман савние куратӑр пулсан, пӗлтерӗр-ха, юратупа суранланнӑ-ҫке эпӗ». Авӑ епле эсӗ, вӗренетӗн пулать? — Эсир кӑпшанкӑ курсан та, — пӳлчӗ ученӑя Уэлдон миссис, — ӑна тивместӗр, унсӑрӑн ман сиртен коллекци ешчӗкне туртса илмелле пулать. Эпӗ ӑна ҫилентерес те теменччӗ ӗнтӗ, тӑрса ывӑннӑран ҫеҫ лартӑм. Ҫул тем пысӑкӑш канав майлӑ пулнӑ, ун тулли тӗттӗмлӗх капланса тӑнӑ, вӑл вӗҫсӗр пек курӑннӑ, темӗнле иксӗлсе пӗтми тӗксӗм япала, сывлама чӑрмантараканскер, вӑраххӑн юхнӑн туйӑннӑ. Анчах хӑваласа ҫитеймерӗҫ: ачасем тарса ӳкме ӗлкӗрчӗҫ, акӑ вӗсем эпӗ ларакан йывӑҫ ҫумӗнчи вутӑ шаршанӗ хыҫне пытанчӗҫ, ҫапла вӗсем Шепердсонсенчен ҫӑлӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа эпӗ кимӗ тупичченех пӗр чарӑнмасӑр чупрӑм, сулӑ патне ҫитсен, Джима хӑвӑртрах тапранса кайма хушрӑм, унсӑрӑн вӗсем мана хӑваласа ҫитсе ҫакса хураҫҫӗ терӗм, тата эсир, герцогпа иксӗр, тен, ҫут тӗнчере те ҫук пулӗ терӗм, эпӗ сире ҫав тери хӗрхентӗм, Джим та питӗ шеллерӗ, ҫавӑнпа, сире курсан, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм. Акӑ ыйтӑр Джимран, тӗрӗсне калатӑп-и эпӗ е ҫук? Кӗлетке чарӑнчӗ, хӑйӗн пӗчӗк куҫӗсене уҫса пӑхрӗ, кӑштах кӗтсе тӑчӗ те тутисене пӗр-пӗринчен уйӑрса, ҫинҫе сассипе селӗпрех калаҫма пуҫларӗ: — Дмитрий Санин? — Сан мулна тупрӑмӑр та акӑ, — йӑл кулчӗ Шалый, аллине кӗреҫе тытса. — Наука та перисемшӗн усӑллӑ, теприсен ӑсне-пуҫне пӑтратать кӑна. Ҫавӑнпа Ҫӗр варринче пур япала та шӑранса вутлӑ шӗвек пулса тӑрать, мӗншӗн тесен металсем, ылтӑн, платина, чи ҫирӗп чулсем та ун пек хӗрӳве чӑтаймаҫҫӗ. Пӗр ирхине, Арканзас штатне шалах кӗрсе ҫитнӗччӗ ун чух, пирӗн умра, юханшыв икке уйрӑлнӑ тӗлте, сасартӑк пӗр пӗчӗкҫеҫ йӑпӑх-япӑх хула, курӑнчӗ. Ун патне ҫитме чӗрӗк миля юлсан, сулла кипариссемпе хупӑрланнӑ шыв кукрине кӗртсе пытартӑмӑр. Хамӑр пурте, Джимсӑр пуҫне, кимӗ ҫине ларса хуланалла иртрӗмӗр — унта хамӑрӑн спектакле кӑтартма май ҫук-ши тетпӗр. Залра савӑклӑн кулса илни илтӗнсе кайрӗ. Председатель чӑтӑмсӑррӑн сӗтел ҫинчи шӑнкӑравне шӑнкӑртаттарса илчӗ. Апатланнӑ хушӑра хуҫа мана сӗлӗ, сӗт, кӑвар, шыв тата ытти япаласен ячӗсене калама вӗрентрӗ. Тӗрлӗ чӗлхесем вӗренес тӗлӗшпе ачаранпах пултаруллӑ пулнипе эпӗ вӑл каланӑ сӑмахсене ҫӑмӑллӑнах вӗрентӗм. — Епле пулсан та, ҫав мӗнле ҫурт иккенне, унта кам пурӑннине пӗлес пулать… Сирӗн Анна Васильевна валли мӗнле те пулин парне хатӗрлесен авантарах пулӗччӗ — ҫитес кунсенче ун менелникӗ, пӗлетӗр-и, эсир ӑна кӑмӑлланине вӑл мӗнле хаклать. «Апла пулсан, ку вара хаяррӑн кулса тӑрӑхлани!» — тейӗҫ вӗсем. Турнер майлӑ вӑхӑт кӗтнӗ, вара, дикарьсем кӗрекене ларсан, шыва сикнӗ те ӑна унтан «Маскаренӑн» шлюпки ҫитсе кӑларнӑ. Станица ҫийӗнче кӗмӗл тӗтре тӑрать. Анчах эпир ӑна ытлах хистемӗпӗр, хӑй еккипе пырсан, эпир вӑтамран кулленех пилӗкшер миль кайӑпӑр. Амашӗ Павелшӑн хӑрушах мар пек курӑнчӗ, вӑл Павелӑн кӑмӑлне кайрӗ. Чугун ҫул кӗперӗ патӗнче юханшыв вагонсемпе, паровоз ҫӗмрӗкӗсемпе асар-писерленсе выртать. — Эй, хӑта, нимӗҫсем ҫук-и-ха пирӗн ялта? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл. — Манӑн пурӑнӑҫа ҫӑлса хӑварма май парасшӑн! Унта тӗп-тӗрӗссипех, вӑл ҫирӗм виҫҫӗре тесе каланӑ. Ҫавӑнпа эпир малаллах ишсе кайӑпӑр. А эсир, хӗрӗм, кам пулатӑр? — Ман пата килет-и тата? — ыйтрӗ Аркадий, кӑштах аякра тӑнӑ хыҫҫӑн беседка патне ҫывхарнӑскер. Анчах ӗҫ питӗ нумаййипе эпӗ шухӑшласа тӑраймарӑм, каҫхине хваттере таврӑнсан кӑна ҫырӑва тепӗр хут вуласа тухрӑм. — Юратман пулӑттӑмччӗ, Павел Яковлевич; ҫук. Ҫакӑн пек вӑхӑт чылая пычӗ. Юрать-ха, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель вӗсен айӑккипе иртет. Сӗтел ҫинче — консерв пушӑ банкисем, фляжкӑсем, ҫӑкӑр татӑкӗсем. Ман хыҫҫӑн — Найденов, Найденов хыҫҫӑн — Зина, ун хыҫҫӑн — Бунчиков. Ҫавнашкал ҫын ӗнтӗ вӑл, ҫавнашкал ҫын! Тимӗрҫӗн хӑйӗн те намӑс курас килмерӗ, хӑйне хӑй хулана тин ҫеҫ килнӗ ҫӗнӗ ҫын пек кӑтартасшӑн пулмарӗ вӑл. Кун пирки эпӗ витӗр татсах калатӑп. Тӗслӗх кирлӗ пулсан, — тупса паратӑп! Валя Жуков. Вӑл, ачасем тытнӑ пӗчӗк тискер кайӑк пек, енчен енне пӑхкалама пуҫларӗ. Ҫук ҫав, унӑн, паллӑсем ирхинех япӑх пулнине курнӑскерӗн, Давыдовпа ҫийӗнчех килӗшсе, станицӑна каймалла марччӗ… Оленин куҫне чарсах пӑхрӗ, ҫапах нимӗн те курмарӗ. Унта, аслӑ столовӑйра, алӑк патӗнче тӑратӑп, студентсене «кӗнеке ҫине ҫырмалла» е «укҫана алла илмелле» булкӑсем туянтаратӑп, — тӑнӑ ҫӗрех вӗсем Толстой ҫинчен тавлашнине итлетӗп; академири профессорсенчен пӗри — Гусев — Лев Толстойӑн ҫав тери хаяр тӑшманӗ. Ҫамрӑк йӗкӗт вара тинкерсех сывлӑша сӑнаса пыма тытӑнчӗ. Унӑн вӗҫсе килекен «мессерсене» никамран малтан асӑрхасси килчӗ. Тепӗр икӗ минутран сӑмса чӑнах та каялла тухрӗ. Вулаканӑм, эпӗ паллаштаракан ҫынсенчен ан йӗрӗнӗр. Тепӗр темиҫе минутран ура сасси илтӗнчӗ те пӳлӗме Анна Михайловна кӗчӗ; хӑй кӗнӗ пирки чарӑннӑ калаҫӑва пула Петрпа Макҫӑмӑн хумханса кайнӑ сӑн-пичӗ ҫине шиклӗн пӑхса илчӗ вӑл. Вӑл ӑҫта ҫывӑрнине те, мӗн ҫисе пурӑннине те астумасть; ҫиет-ши вӑл мӗн те пулин; сасси унӑн урмӑшрӗ, куҫӗсем путса кӗчӗҫ, анчах пуҫӗ ҫав кунсенче нихҫанхинчен те аван ӗҫленӗ. Ну, кӗҫех кунта пӗтӗм хулари халӑх пуҫтарӑнчӗ, пурте вилене курас тесе, тӗрткеленсе, хирӗнсе кантӑк ҫывӑхне пыма тӑрӑшаҫҫӗ, анчах малта вырӑн йышӑннисем унтан сикесшӗн мар, ҫурӑм хыҫӗнчисем вӗсене:— Эсир куртӑр-ҫке, ҫитӗ ӗнтӗ, — теҫҫӗ. Ҫапла пулмасӑр! — Антракт пилӗк минут. Пӗтӗм судьясем амӑшне сывӑ мар ҫынсем пек туйӑнчӗҫ. Е эсӗ шкултах юлӑп тесе шутлатӑн-и? Вӗсен темӗнле хӑйне уйрӑм килти калаҫусем, килти сӑмахсем, хӑтланӑшсем пулнӑ, ҫаксем пурте, — кил тулашне тухсанах, этемӗн ахаль чухнехипе ылмашӑннӑ. Килте лараканни хӑй килӗнчех ларса юлнӑ, ҫулҫӳревҫӗ инҫе ҫула тухса кайнӑ: унӑн пӗтӗм Ҫӗр тавра ҫӳресе ҫаврӑнасси килнӗ пулать. — Анчах мӗн тума пултарать-ха вӑл? Егорӑн сасси улшӑнчӗ, сӑнӗ те урӑхланчӗ, куҫӗ ҫивӗччӗн пӑхма пуҫларӗ. — Ҫук, атте, манӑн пуҫ ыратать, — терӗ Маша. Ку япала аса килмен ҫӗртен пулса тӑчӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫпе тумтир кирлӗ чухлӗ илеҫҫӗ те малалла — кӑнтӑр-хӗвел анӑҫнелле — каяҫҫӗ. — Ӑҫтисем? — тесе кӑшкӑрса янӑ Ваҫили Андрейч. Нихҫан та!.. Юратса пӑрахрӗ! — Пурте ун тавра кӗпӗрленеҫҫӗ, — малалла каларӗ Зинаида, — пурте ӑна юрама тӑрӑшса йӑпӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Вӑл тупӑннӑ сӑмсине пӗрлештерсе тытнӑ икӗ ывӑҫ тупанӗ ҫине тирпейлӗн хучӗ те тепӗр хут тӗплӗн сӑнаса пӑхрӗ. — Мӗнле майпа? Юлашки вӑхӑтра, уйрӑмах ҫак вӑхӑтра, вӑл ман пата пӳлӗме нихҫан та пымастчӗ. — Унӑн ӳпки шыҫнӑ; перипневмони, тен, пуҫ мими те пӑсӑлнӑ пулӗ, ҫынни ҫамрӑк. — Пуянсене хӗсӗрлемесен, эпӗ, тен, хам тӑрӑшнине кура, хуторта чи малта тӑракан ҫын пулаттӑмччӗ. Пирӗн организацинче Троцкий майлисене ҫапса хуҫни курӑнсах тӑрать, эпир вӑл факта питӗ пысӑк хаваслӑхпа палӑртатпӑр. — Принц манпа калаҫасшӑн пулӗ-ши вара? Тимофей Рваный виличченех Лушкӑпа ӑна Яков Лукич колхоз кӗлетӗнчен апат-ҫимӗҫ парса тӑнӑ, кладовщике вара ҫапла каланӑ: — Давыдов мана Лушкӑна хӑй ыйтнӑ таран апат-ҫимӗҫ пама хытӑ хушрӗ, ҫитменнине тата: «Эсӗ е кладовщик пӗр сӑмах та пулин каласан — Ҫӗпӗртен ҫӑлӑнса юласси ҫинчен ан та шутлӑр!» — тесе хӑратрӗ. Нӳр ҫапнӑ шӑплӑхра наган сасси ытла хытах мар шаплатрӗ. — Мӗншӗн лаптӑк вӗҫӗсене урлӑлла сухаламаҫҫӗ-ха? — сухалама пуҫласа хунӑ тӑваткӑл ҫӗр лаптӑкӗ ҫинелле пӑхса ыйтрӗ Давыдов. — Ним тума та ҫук, Паганель, — терӗ Джон Мангльс. — Мӗнле Жухрая? Анчах апла пулин те, офицерсем пурте, ватӑ капитанран пуҫласа тавлашма юратакан Дяденко таранах ӑна ҫав тери хисеплеҫҫӗ. Вӗсем командир куҫӗнчен кӑмӑллӑн пӑхса калаҫнинчен те, стена ҫуммиперех утса, пӗрин хыҫҫӑн тепри эрех ӗҫме хӑюсӑррӑн пынинчен те курӑнать ӗнтӗ вӗсем ӑна мӗн тери хисеплени. Тепрехинче эпӗ арлан чавса кӑларса тултарнӑ тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑтӑм та шӑтӑка мӑй таранах анса кайрӑм. «Сире ҫакна сӗнме хӑяйӑп-ши?» терӗ. Юлташӗсем вӑл чӗннӗ ҫӗре хӑйсем тунӑ чӗрчунсене илсе чупса пынӑ. Вӑл хӑйне хӑй пӗр именмесӗр, ирӗккӗн тыткаларӗ, мӗн те пулин ыйтсан, васкаса тата ӑнланнине-килӗшнине кӑтартакан йӑл кулӑпа хуравларӗ: пӗлетӗр-и, эсир мӗн тӑватӑр е калатӑр, эпӗ шӑпах ҫавна кӗтсе тӑнӑ ӗнтӗ, эсир калани — шӑп кӑна ҫавӑ пулать те, тенӗ евӗр. Пит те хӑрушӑ хӗнерӗҫ пире, Павел. — Хамӑра ҫавӑн пек хыттӑн шанса тӑнине эпир тӳрре кӑларӑпӑр. Анчах вилӗм ҫинчен пирӗн ҫав териех нумай калаҫма кирлӗ-ши? Пурте пӗлеҫҫӗ: вилесси вӑл, уйрӑммӑнах вӑрҫӑра вилесси — чи ҫӑмӑл ӗҫ. Пире, большевиксене, йывӑртарах ӗҫсем ытларах кӑмӑла каяҫҫӗ. Лозневой батальонӗн оборонӑра тӑмалли рубежӗ хӑш тӗлерех пулма кирлине кӑтартса парас тесе, Волошин майор ҫав вӑхӑтрах пӗшкӗнсе ларчӗ те хыпалансах картӑ ҫинче куҫӗсемпе шырама пуҫларӗ. Озеровӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл хӑвӑртах пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. — Ф-филос-софия? — темле шӑхӑртса каларӗ вӑл. Ҫак самантра чӗрене тивекен уланӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ку мотор сасси пулчӗ-мӗн, — сарӑ-кӑвак тӗслӗ те сӑпсанни пек ҫинҫе ҫунатлӑ нимӗҫ истребителӗ курӑнса кайрӗ. Вӑл хӗвелтухӑҫ енчен, ҫӗр ҫумӗпех кӗрлесе килет иккен. — Ҫынсем, ҫынсем пуласчӗ. Пӗчӗк Ромашов вара — тап-тасаскер, шухӑшсӑрскер те айӑпсӑрскер — ҫак усал тӗттӗмлӗхре ирӗлсе ҫухалнӑ евӗр каякан хӑйӗн аслӑ хӑрахӗ тӗлӗшпе пӗр-пӗчченех питӗ хурлӑн татӑлса йӗнӗ. Макар шартах сикрӗ, бритвине ӳте татах тепӗр хут тарӑна кӗртсе ячӗ. Халӗ ун пуҫӗ те чӗтрет, аллисене те хура тӗс ҫапнӑ. — Эпӗ йышӑнмасӑр тӑратӑп-им? — тесе мӑкӑртатрӗ иккӗмӗш боцман. Эпӗ Ермолай тавӑрӑнасса кӗтсе вилтӑпри ҫине лартӑм. — Мӗнле тӗттӗм ҫӗр! — терӗ вӑл, ассӑн сывласа илсе. Пӗрремӗш, вӗсем рабочи класпа хресченсем хушшинчи чикӗсем, ҫавнашкалах тата ҫав классемпе интеллигенци хушшинчи чикӗсем пӗтсе пыни ҫинчен, ӗлӗкхи класлӑ уйрӑмлӑх пӗтсе пыни ҫинчен калаҫҫӗ. Эсӗ, сӑмах май, халь анчах темле ухмах ҫын артистӑн хӑлхине ҫыртса татни ҫинчен, унӑн урине пӑрса лартни синчен, ӑна епле хӗнени ҫинчен каласа патӑн та, манӑн хамӑн та хӑлха ыратма, урасем сурма пуҫларӗҫ, хӗнесе пӗтернӗ, хӑлхаран ҫыртнӑ, сӗтӗрсе ҫӳренӗ тейӗн… Ӑна хирӗҫ Половцев хулӑн сассипе ҫилӗллӗн темскер калама пуҫларӗ, ҫав хушӑра Яков Лукич, темӗнле инкек ҫывхарса килнине туйнипе асапланса, алӑка хуллен пырса шаккарӗ. Тӗрӗс калатӑп ниепле те ҫакна кӗтменччӗ эпӗ. Кашни ир пирӗн подвалӑн пӑлтӑралла тухакан чӳречинчен пӗчӗкҫеҫҫӗ, ҫуткам хӗрлӗ питлӗ, кӑн-кӑвак та хавас куҫлӑ сӑн-сӑпат пырса пӑхатчӗ; вӑл янӑравлӑ, ачаш сассипе: — Арестантсем! Кӗлентӗр парӑр-ха! — тесе кӑшкӑратчӗ. Халиччен пурте хисеплекен ҫын пулнӑ ҫӗртен вара, ватӑлӑх кунӑмра, чӑх хыпалакан ятне илтсе вилмелле-и? Шутне, чӑн та, шутласа тупма пулать-ха ӑна; кӳрентереҫҫӗ те, ан мантӑр тесе, квитокне ҫырса парса хӑвараҫҫӗ. А? Ҫӗнӗ Зеландири арҫынсем — мӑнкӑмӑллӑ та маттурскерсем. Вӗсенчен пӗрисем — ҫӳллӗ ҫынсем, вӗсен ҫӳҫӗсем яка та вӑрӑм, хӑйсем вальтиецсем тӗслӗ; теприсем — лутакай, мулатсем евӗрлӗ. Кичем-им сана манпала, э? Вӑл чӗнмерӗ. «Вальдекпа» тӗл пулнӑ вӑхӑтра карап ҫинчи кӑшт пӑсӑлнӑ пӗр евӗрлӗ пурнӑҫ каллех хӑй йӗрӗпе чупрӗ. — Мӗншӗн? Кала! — кӑшкӑрчӗ Ерошка мучи, сарлака та хӗрлӗ пичӗ ҫинчен тарне черкеска ҫаннипе шӑлса. Ҫав матрос каласа панӑ вара, вӗсем вуннӑн ҫӑлӑнса Таймыртан ҫурҫӗртерехри пӗр темле утравра хӗл каҫнӑ имӗш. Халӗ ӗнтӗ вӑл урисене хӑюллӑрах шутарчӗ, сахалтарах ӳкрӗ, малтан чупса кайнӑ хыҫҫӑн темиҫе метр хушши ярӑнма пултарчӗ, анчах пӑр ҫинче иртен пуҫласа тӗттӗм пуличченех тӑрӑшсан та, ӗҫ кунтан малалла каймарӗ. Артёма та тытса кайрӗҫ. Пахомовна, пирӗн, акӑ, шӑхӑрсан-шӑхӑрмасан та, укҫи пурӗ-пӗр ҫук. Марсиан тинкерсе тӗсерӗ, питне пӗркелентерчӗ, ӑнланса илчӗ, пуҫне савӑнӑҫлӑн сӗлтрӗ те чертеж ҫинчи пӑнчӑсенчен пӗрне кача пӳрнин чӗрнипе йӗрлерӗ. Софья Ивановна, Лена амӑшӗ, уншӑн хӑракалама та пуҫларӗ. Тепӗр пилӗк минутран чаплах мар ҫитсӑ кӗпе тӑхӑннӑ Лушка:— Эпӗ хатӗр, Макарӑмҫӑм, — терӗ; вара Макар ҫине лӑпланнӑ, кӑштах салхулӑх пуснӑ куҫӗпе пӑхса илчӗ. Анчах анне, хӑй мӗн тери сехӗрленнине пӑхмасӑрах, хӑйне тивӗҫлинчен ытлашши пӗр укҫа та илме килӗшмерӗ, ҫав вӑхӑтрах тата пӗр укҫа та кая илме килӗшмест. — Ну-ну, — тенӗ шатра питлӗ акушерка, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса, — ҫакӑншӑнах вилес пулсан, вара акушеркӑсем те пулман пулӗччӗҫ. Халӗ ҫав паттӑр тӑххӑра пуснӑ ӗнтӗ. Ачи, ҫӳллӗ, патвар та тӗреклӗ; унӑн сарлака ҫамкаллӑ, каҫӑр сӑмсаллӑ пичӗ ҫинче пысӑк, хура кӑвак куҫсем ҫутӑлса тӑраҫҫӗ, — ҫавӑн пек куҫсем Алексей амӑшӗн пулнӑ тата Никитӑн та ҫавӑн пекех пулнӑ. Акӑ, халь эпӗ сире юрататӑп, — тен, Пашӑна юратнинчен лайӑхрах юрататӑп-и. Игнат, кӑкӑрне сывлӑш туртса илсе, пуҫне ҫӗклерӗ те куҫне хупса каласа хучӗ: — Кунта — «хресчен этем пулма пӑрахнӑ», тесе ҫырнӑ, — паллах пӑрахнӑ! — Иван Андреевич, пӑхӑр-ха темле скульптура! Вырӑнтан тапранмастӑн-и апла, тусӑм? Виҫҫӗмӗш ҫул ҫине кайсан, мана слесарь ӗҫне кӑшт-кашт кӑтарткала пуҫларӗҫ, питрен ҫупма ҫапах та пӑрахмарӗҫ. — Мӗншӗн? Ун ӑшне алӑкран мар, маччари шӑтӑкран кӗнӗ. Е тӑманине тунката ҫумне ҫатлаттар, е тункатине тӑмана ҫумне, пурпӗрех тӑмана чӗрӗлсе тӑрас ҫук…» Анчах вӑл пилӗк утӑм та тӑваймӑрӗ, Гаврила кушак пек авкаланса ура ҫине сиксе тӑчӗ, унтан, аллипе сывлӑшра сарлакан хӑлаҫланса: — Р-раз!.. — терӗ те усаллӑн кӑшкӑрса, Челкаш ҫинелле ҫаврака чул вӑркӑнтарчӗ. — Мӗнле парӑссемпе пырать карап?! Эпӗ часах хытӑ ҫӗр ҫине тухрӑм, пӗр тӗмеске ҫине ларса малашне мӗн тӑвасси ҫинчен шутлама пуҫларӑм. Ку вӑл — Ленинград блокадин пирвайхи каҫӗ. Капрал мундирӗ тӑхӑннӑ пӗр ҫивчӗ йӗкӗт ҫавӑнтах Пугачев патне чупса пычӗ. Нагана кӗсьере сакӑр ҫул чиксе ҫӳрерӗм, темиҫе кӗсье ҫӗтрӗм, ҫитет! Анчах ҫапах та манӑн куҫӑмсем те, хӑлхамсем те тӗрӗс-тӗкелех. Ҫӗнӗ ҫын чарӑнса тӑчӗ. Килелле, Ҫӗр ҫине! Эпӗ питӗ хӗпӗртетӗп. Эсир кунта килнине те курма хавас. Глиново ялӗнчен эпир. Пӳлӗмре халӑх туллиехчӗ. Хӑй кӑштах кичемрех пулнине, ҫынсемпе килӗштерме пӗлменнине тата, ҫынсемпе хутшӑнма юратманнишӗн ҫеҫ хӑйне ӳпкелеме пултарать пулин те, ун ҫинчен мӑнаҫланакан хӗрарӑм теме пултарассине вӑл хӑй те пӗлнӗ. Хӗрарӑмӗ тарӑхса кайнӑ та — пӑлхав пуҫласа янӑ! Вӑхӑтран-вӑхӑта тарҫӑсем ҫак хӑмпӑсемпе хӑйсем ҫывӑхӗнче тӑракан ҫынсене тутисенчен е хӑлхисенчен ҫапса илнӗ. Вӗсем мӗншӗн ҫапла тунине эпӗ чылай вӑхӑт хушши ӑнланса илеймерӗм. — Мӗн тумалла? Ҫимелли нимӗнт те ҫукчӗ, вара анне… Каялла кайса шырасан, усси пулас ҫук: тарӑн юр ӑшӗнче, хытхурасем хушшинче, пурпӗрех тупас ҫук. Ҫав хӑрушӑ япалана кам аллине лекнӗ, ҫавна параҫҫӗ. Эпӗ айккинелле пӑрӑнтӑм. Штыкӗ йӑлтӑртататчӗ, вӑл чӗрӗ пек, ҫӗлен авкаланнӑ пек, сӑха-сӑха илесшӗн пек туйӑнатчӗ, — ҫакӑ пӑртак хӑрамалларахчӗ, анчах ытларах лайӑххӑн туйӑнатчӗ. Ҫутӑлать; ӗнтӗ йывӑҫсене те уйӑрма пулать, хирте те пӗр япаларан тепӗрне уйӑрса илме май пур. — Камран? — Эсӗ авланнӑ-и? Суд ҫурчӗ умне ҫын ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑнӑ, сивӗ сывлӑшра юр кӑчӑртатать, ҫамрӑк сасӑсем пӗр-пӗрне пӳлсе янӑраҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗк, ҫурт-йӗр, кӗлет-тавраш, тӗрлӗ арӑш-пирӗш, вӗретсе тунӑ эрех, пылаклантарнӑ эрех, садӑмра тата груша пур, слива пур, пахчара мӑкӑнь ӳсет, купӑста, пӑрҫа… Тата мӗн ҫук-ха манӑн? Пиллӗкмӗш кунӗнче суд тумалла пулнӑ. — Камсем эсир? — ыйтрӗ хӑраса ӳкнӗ Женя, чӳрече патӗнчен чакса. Вӗресе тухать, тухать те — сасартӑках ҫук пулать. — Лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ!.. Сасартӑк шыв ҫинчен темӗн пысӑкӑш пуҫ курӑнса кайрӗ, ку плезиозавр пуҫӗ иккен. Елена ҫакӑншӑн кӳренмест, вӑл, Зойӑпа иккӗшӗн кӑна юлма тӳр килсен, унпа мӗн ҫинчен калаҫмаллине те пӗлмест. — Фома Игнатьевич! — хисеплӗн калаҫма пуҫланӑ Кононов. — Пули-пулми хӑтланас марччӗ… Струльдбругсен йӑхӗ кунта кӑна тӗл пулать, вӗсем евӗрлӗ ҫынсем Бальнибарбинче те, Японинче те ҫук-мӗн. — Чылай пысӑкрах, вунӑ хут та пулӗ, виҫӗ яруслӑ, — каласа кӑтартма пуҫларӗ Оленин. 1816 ҫулта Такки Конго шывӗн юхӑмне май Еллада шывсикки патне ҫитиччен хӑпарнӑ, анчах вӑл икҫӗр мильӑран ытла каяйман. Ҫак оратор хыҫҫӑн тухса, ман хуҫа ун майлӑ каланӑ. Квакин ҫаврӑнса тӑчӗ. — Эпир виҫсӗмӗр те сан патна хӑнана килтӗмӗр. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, хытӑ чӗреллӗ Марье пурӑнакан кӳршӗ ял еннелле ҫаврӑнса пӑхсанах, унӑн чӗрине тунсӑх пусса илет. Федя, эрмек аркисене сарса, чавсаланса выртать. Ӑна хирӗҫ, сарса пӑрахнӑ ашӑк ҫинче, шкултан таврӑннӑ хорунжий кӑкшӑмран аллисене ҫуса ларчӗ. — Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, тухтӑр вӑл чӗнсене хӑй те салтса ярасшӑнччӗ, анчах Феррари полковник хушмарӗ. Тепӗр ирхине герцог чӗркемелли пысӑк хут листипе хура сӑр илчӗ те афишӑсем сӑрлакаласа хулара пур ҫӗре те ҫакса тухрӗ. Пӗри малтан пӗӗккисене йӑтнӑ, унтан пысӑккисемпе аппаланма пуҫланӑ, юлашки чулӗсене вара вырӑнне те илсе ҫитереймен; тепри пач урӑхла майлӑ тунӑ та хӑйӗн ӗҫне чип-чиперех вӗҫленӗ. — Мана колхоз пулӑшӑвӗ кирлӗ мар! Уҫланкинче пӗр пӗчӗк кивӗ пӳрт ларать; ун таврашӗнчи хуралтӑсене пурне те ишсе антарнӑ. — Ах, ан хирӗҫлӗр-ха, ан хирӗҫлӗр-ха! — терӗ Леноре фрау йӑлӑнса: — эсир килӗшрӗр ӗнтӗ! Хулпуҫҫисене хӑпартса, пуҫне чиксе татах каларӗ: — Деймонне эпӗ ӳкерме те пултаратӑп: ӳчӗ хура та ҫӑмламас, вут пек хӗрлӗ ҫуначӗсене — сурикпа, сӑнӗ, алӑ-урисем — кӑвакрах шурӑ тӗслӗ, ҫӗрле уйӑх ҫутти чухнехи юр пек туса ӳкеретӗп. — Эпӗ ҫаксене пурне те чӑннипех каларӑм тесе шухӑшлатӑн пуль эсӗ? Астӑватӑп, «Демонӑн» пирвайхи строкисене вуласанах, Ситанов кӗнеке патне пӗшкӗнсе пӑхрӗ, унтан мана питрен пӑхса илчӗ, кистине сӗтел ҫине хучӗ те, вӑрӑм аллисене чӗркуҫҫисем патнелле чиксе, йӑл кулса, чӳхенме тапратрӗ. Черкес хӗрӗ Григорий Александрович патӗнче иккенне пӗлсенех эпӗ эполетлӑ тумтирӗме тӑхӑнтӑм та шпага ҫакса ун патне пытӑм. Юрӗ-и, Саня? — Сочинени, паллах ӗнтӗ, япӑх, — терӗм эпӗ, хумханасшӑн мар пулса, ҫакӑн пек айван тапхӑртан мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшласа. Вӑхӑт малалла шунӑ май ҫав пӑшӑрхану мӗншӗн ӳсни палӑракан пулмарӗ, анчах темле тӗлӗнмелле япала пулассине туйни унӑн чӗрине ыталарах та хытӑрах пырса тиврӗ. Кабинета кӗрсен, тӳрех стена патне пырса тӑтӑм, унтан ҫакӑнса тӑракан револьвера вӗҫертсе илтӗм, ӑна пӑхрӑм — вӑл авӑрланӑскерччӗ — вара сӗтел ҫине хутӑм. — Ку ҫав тери чаплӑ вӗт! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Ленин юлташ та ҫапла каланӑ, терӗ. Арӑмӗ, сасартӑк пӗтӗм чӗререн хӑраса ӳксе, — вӑйран кайрӗ:— Ҫук… Мӗн эсӗ? Турӑҫӑм… — тесе кӑшкӑрса илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем лӗнчӗрех кайрӗҫ. Ватӑ сунарҫӑ тӳрех хӗр пӑртак хӑпартлансарах кайнине туйрӗ тата хӑйне кунта илемлӗ ҫутҫанталӑка пӑхса савӑнмашкӑн анчах чӗнменнине те ӑнланса илчӗ. — Ухмантей! Ҫӳхе матери витӗр кӗреннӗн ҫуталнӑ унӑн ӳчӗ тата пӗтӗмпех курӑнса-палӑрса тӑнӑ ун йӑрӑс пӗвӗн мӗнпур таса йӗрӗсемпе мӑкӑрӑлчӑкӗсем; ӳт-пӗвӗ вара майра-патшан, вӑтӑр ҫула ҫитнине пӑхмасӑр, хӑйӗн пиҫӗлӗхне, илемӗпе сатурлӑхне ҫаплах ҫухатман-ха. — Кӑвак билетне ӑҫтан тупрӑн-ха? Иван Иваныч диван патне пычӗ, Егорушкӑна пуҫран тытса пӑхрӗ, пӑшӑрханса эхлетсе илчӗ, вара каялла сӗтел патне таврӑнчӗ. Учетчик хисеп ӗҫне пӗччен туса пырать, ку ӗҫшӗн вӑл правлени умӗнче ответ тытать, — тарӑхса каласа хучӗ Давыдов. — Кам ку? — ыйтрӗ Санин пур вырӑс ҫыннисен те «пӗлесшӗн ҫуннӑ» лайӑх мар йӑлипе. Панталеоне вара мӑкӑртатрӗ, нимӗҫсене вӑрҫрӗ, кӑхлатрӗ, пӗрре ҫурӑмне, тепре чӗркуҫҫийӗсене сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ. Эсир нихӑҫан та авланмастӑр, ҫапла хусаххипех вилетӗр. — Ӗнтӗ паллашрӑмӑр, савнӑ капитанӑм, — тет лешӗ, ӑна-кӑна нимне асӑрхамасӑр, — тахҫанхи туссем пек пулса тӑтӑмӑр ӗнтӗ халь эпир. — Акӑлчан текенни эсир-и-ха вӑл? Тӳсме ҫук инкеке вӑл мӗнле йышӑннине никам та калайман пулӗччӗ. Хулари ҫынсен вилӗсене вӑрланӑшӑн Джо метиса пӗрре хӗн кӑтартасси килчӗ. — Нимӗҫ… Давыдов, Макарӑн ҫухалса кайнӑ сассине тимлесе итленӗ май, кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах халӗ те сивӗнсе ҫитеймен ҫиллине шӑнараймасӑр, хулпуҫҫисене хутлаткаласа, ҫапла каларӗ: — Пӗлетӗн-и, Макар? Унӑн пит-куҫӗ пӗчӗккӗ, куҫӗсем сарӑ, ҫӳҫӗ куҫхаршинчен пуҫланса каять, сӑмси шӗвӗр, хӑлхисем пысӑк, вӗсем, ҫара ҫерҫи ҫуначӗ пекех, витӗр курӑнаҫҫӗ, сухалне икӗ эрне каярах хырнӑ тейӗн, вӑл нихӑҫан та унран вӑрӑмрах та, кӗскерех те пулмасть. — Вӑт ку аван. — Чылай тупкаларӑм. Унӑн пичӗ ҫинче сасартӑк яланхинчен ытларах пӗрӗнчӗксем палӑрчӗҫ. Сӗтел ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене тирпейлӗн пуҫтарса илсе, Бояркин ҫӑваралла сапрӗ. Вӑл ҫиесси килмен ҫӗртенех ларса пӑтӑ ҫикелерӗ, вӑкӑрӗсем апат ҫисе пӗтериччен кӗтсе ларчӗ те Кондрата куҫ хӗсрӗ: — Пуҫлатпӑр-и? — Эпӗ хатер. Пичче аллинче хӑй ҫинчен мухтаса ҫырнӑ ҫыру та пулнӑ. — Кам вара вӑл? — хуллен ыйтрӗ амӑшӗ. Акӑ вӑл — тумашкӑн турӗ, анчах нимӗн те тухмарӗ, унӑн сӑмахӗсем купецсене сулӑнтараймарӗҫ. Ҫук, ҫук, кун пек ӗҫе пачах хутшӑнас килмест манӑн тетӗп хама. Вӑрҫӑччен Одессӑра-и е Батумирен теплоход килнӗ ҫӗре савӑнӑҫлӑ халӑх ушкӑнӗ пухӑнакан тата ултӑ тӗрлӗ чӗлхепе калаҫнисем илтӗнекен тинӗс хӗрринчи чул хӳмепе ҫыран хӗрринчи урамра халӗ пӗр сас-чӳ те илтӗнмест. Килтен тухсан, вӗсем лав тара тытрӗҫ те хула тулашне, ҫырма хӗррине кайрӗҫ. — Нимех те мар, матушка, ан хыпалан, аван ӑна. Бензин тӑкӑнатчӗ, ҫу та юха пуҫларӗ, енчен штурман шӑпах пӗр ҫӗнӗ япала тупса кӑларман пулсан, пурсӑмӑр та ҫавӑнтах ҫунса кайнӑ пулӑттӑмӑр. Сирӗн ятӑрпа эпӗ нихҫан та пӗр усал ӗҫ те тӑвас ҫук. — Эсӗ капла пирӗн кин патне, Олютка патне, килсе кӗтӗн-и-ха?» — тет. Ой!.. Эсир ҫивчӗ те кукӑр ҫӗҫӗ сывӑ та шурӑ ӳте касса кӗнине куратӑр; аманнӑ ҫын сасартӑк чуна тивекен хӑрушӑ сасӑпа кӑшкӑрса ярса, ылханса, тӑна кӗнине куратӑр; фельдшер халь кӑна касса татнӑ алла кӗтессе пӑрахнине куратӑр; ҫав пӳлӗмрех, носилка ҫинче, тепӗр аманнӑ ҫын выртнине куратӑр, вӑл, хӑйӗн юлташне операци тунине пӑхса выртаканскер, хӑйӗн мӗн те пулин ыратнӑран ҫеҫ мар, хӑйне те операци тӑвасса пӗлнӗрен ӗнтӗ, хутланкаласа, нӑйкӑшса выртать. Эсир кунта ҫав тери хӑрушла, чун-чӗрене ҫӳҫентерекен картинӑсене куратӑр; кунта илемлӗ строй, музыкӑпа барабан сасси, вӗлкӗшсе пыракан ялавсемпе хӑйсен ӳчӗсене сиктеркелесе пыракан генералсем ҫук, ун пек вӑрҫӑ мар, эсир кунта чӑн-чӑн вӑрҫа куратӑр, чӑн-чӑн вӑрҫӑри юн, асап, вилӗм тухса тӑрать сирӗн куҫӑрсем умне… Джо тумланчӗ те сывпуллашмасӑрах Иллинойс ҫыранӗ патнелле уттарчӗ. — Палламарӑм; кам вара вӑл? Вӑрат хӑвӑнне!.. Соацера айӗнчи туннельсен тытӑмӗ чӗрӗ пилӗк ҫӗр хула патнелле тата пӗтнӗ, вилӗ пин хула еннелле карталанса тӑсӑлать. «Ах, турӑҫӑм, пурнӑҫра сан пек ухмахпа та тӗл пулма тивет иккен!» Темиҫе минут иртсен вӑл Элен пӳлӗмне пӗр хӗрпе арҫын ачана кӗртсе янӑ. Ылханмалла!.. Иван Иванович ҫинчен пӗр уйӑх хушши нимӗн те илтӗнмерӗ. Ҫапах та Гленарван отрядне унта калама ҫук савӑнӑҫлӑн тухса илчӗҫ. Хак пирки тытӑнса тӑмастпӑр, хамӑр укҫапа хамӑр хуҫа терӗм-ҫке сана. Ӑнлантарса пама ытлашши йывӑр пулнӑ. Ҫавӑнпа эпӗ Эльба шывӗ хӗрринче тӑракан паром патне васкаса кайрӑм; ку паром хулана Гамбург чугун ҫулӗпе пӗрлештерсе тӑратчӗ. — Пӗлместӗп эпӗ, — терӗ татах Гленарван. Ҫук, ӗнтӗ инкек-синкеке кӗлӗпе те сиреймӗн; пӳрнинчен ниепле те хӑтӑлаймӑн. Лось ҫаврӑнчӗ те люкран йӑраланса кӗчӗ, тепӗр самантранах ӑна хыттӑн шалтлаттарса хупса хучӗ. Андрей шӑтӑк патне утса пырса хирӗҫ чӗнчӗ: — Эпӗ кунта, — терӗ вӑл. — Нимӗн те ҫук, — терӗ Гаррис. Санин часах килӗшрӗ; Полозов каллех такасем ҫинчен, путексемпе ҫуллӑ сурӑхсем ҫинчен калаҫасран хӑрарӗ вӑл. Вӑл санӑн калаҫма пӗлмест пулмалла. Мересьев кабина бортӗнчен тытса, яклака ҫунат ҫинелле чакаланма тытӑнчӗ. Аркадий ун ҫине кӑмӑлсӑр пӑхать. Эпӗ мӗн тумаллине кӑтартӑп, эсир эп кӑтартнине туса пырӑр, — терӗ. Сан пурӑнма пулать кунта, санран хӑракан пулаҫҫӗ… * * * Кӑвак мустанг, араб урхамахӗ пек, ҫын вӗлерекене вӗҫтерсе илсе каять. Вӑл тупнӑ япаласенчен чи юлашки йытӑ ҫури пулчӗ, халлӗхе вӑл ӑна пӳлӗме вырнаҫтарчӗ, анчах ӑна валли туман хапха ҫывӑхне будка лартма шалчасем ҫапса паллӑ туса хучӗ. Мӗнле майпа вӑйран сулӑнма тата лайӑх тарлама пулать — ҫавсене пурне те туса пӑхрӗҫ, юлашкичен савӑнӑҫлӑ та хырӑмӗсем питӗ выҫса кайнӑ ҫапкаланчӑксем каялла хӑйсем вырнаҫнӑ ҫӗрелле кайрӗҫ те тутлӑ япаласене пӗтӗрме тапратрӗҫ. — Анчах манӑн сире лашасӑр хӑварас килмест. Эпӗ ӗмӗрне те арҫын ҫапла ӳленине курман. Вӗсем хыҫҫӑн пурте куҫҫульпе йӗме тытӑнчӗҫ. Ҫавнашкал йӗпе-сапа туса аппаланнине эпӗ нихҫан та тӗл пулман! Ҫак тоста каланӑ чух Кольхаун пӗр утӑм каялла пусрӗ те мустангер ҫумне пырса тӗренчӗ, лешӗ тин ҫеҫ тути патне стакан илсе пынӑ мӗн. Хуҫа вӗсене йӑпатнӑ пек:— Тӑхтӑр-ха, тискер кайӑксем, вӑл часах вилсе каять! — тетчӗ. Апла пулсан та, ҫапах сеттльменте пӗр юрист, пит ятлӑ ҫын, килсе ҫитнӗ, вӑл мустангер хутне кӗмешкӗн Сан-Антониоран килнӗ. Эпӗ чарӑнтӑм та килекен ҫын пирӗн урядник иккенне уйӑрса илтӗм. Палламан ҫын ҫийӗнчех ответ памарӗ. Пиччене лӑпкӑн ларса пынӑ ҫӗрте чӑрмантарас мар тесе, эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен калама та шутламарӑм. — Вӑл ӑна ыталаса илчӗ те куштӑркаса кайнӑ тутисенчен чуптуса илчӗ. — Мана турӑ ҫӑлса хӑварчӗ, эпӗ — сана. Акӑ, ку мӗнле пек? …«Эпир кулаксене хӗстерес политикӑна тытса пынӑ вӑхӑтра вӗсене раскулачить тумашкӑн ирӗк пама юрамастчӗ…» тенӗ. Ну, малалла вара… акӑ тата: «Анчах халӗ? Пӗрре ирхине Савельич ман пата ҫыру илсе кӗчӗ. Вӑл пӑшалне хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳрет-ха, мӗншӗн тесен ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ айӗнче патрунсем пулма кирлине астӑвать вӑл. Томӑн хӑйӗн те ҫӗҫӗ пурччӗ, ҫапах эпӗ хамӑнне патӑм. Клисурӑн хӑрушлӑхне сиссе, Огнянов Бяла Черквара ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен тӗрӗсрех пӗлме шутларӗ — унта юлашки вӑхӑтра та пулин пӑлхав пуҫласа ярасса шансах тӑчӗ. — Марийка сана часах тупаймарӗ-им? «Мустангерӑн тусӗ» ҫавӑн пек тесе шухӑшларӗ хӑй ӑшӗнче Луиза Пойндекстер. Хуҫса ҫӗмӗрсе, пӑсса пӗтернӗ салтаксене хулари хӗрарӑмсем уҫӑлтарса ҫӳретнӗ, хӗрарӑмсемпе ырхан, ҫинҫе, шӑпӑр манерлӗ Вера Попова командовать тунӑ, ку ӗҫе вӑл Полинӑна та хутшӑнтарнӑ, анчах та лешӗ, пуҫне пӑркаласа кӑшкӑрашнӑ, ӳпкелешнӗ: — Ой, ҫук, эпӗ пултараймастӑп! — Ас тӑватӑп, ас тӑватӑп! — терӗ вӑл, анаслас килмен ҫӗртенех анасласа… Анчах вӑл пули-пулми ҫын тӗлне пулман ҫав! Пирӗн турӑ ӑна пакексен аллинчен сутӑн илме хушать. Кӗл туса пӗтерчӗҫ те мечӗтри халӑх урам варрине тухрӗ, ҫынсем унта-кунта пуҫтарӑнса софта сӑмахӗ пирки калаҫрӗҫ. — Пуҫларӗ! Нимрен ытла эпӗ пӗр авалхи пӗчӗк трактата вулама юрататтӑм. Вӑл кӗнеке яланах Глюмдалькличӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче выртатчӗ, вӑл унӑн гувернанткинччӗ; ку хӗрарӑм ватӑрах чаплӑ дамӑччӗ, моральпе тӗн тӗлӗшпе нумай кӗнеке вуланӑскер хӑй. Мӗнле ҫын вӑл Тихон? Нумай пулать ҫав ӗнтӗ вӑл пулни-иртни. — Сана чӗнет… — Эпӗ сирӗн пата мар, мистер Вудли. — Мӗнле ӑслӑ ҫынсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Дик Сэнд шыв тарӑнӑшне виҫнӗ вӑхӑтра пилӗк негр чӗмсӗррӗн хунар ҫути ӳкекен шыва тинкерчӗҫ, вӑл мӗн хушасса кӗтрӗҫ. — Кашкӑр мар, упа, — хирӗҫ каларӗ майор. Вӑл пекаре хӑваласа яма шут туни те килӗшмерӗ. Ан тив, мана ҫак вырӑнтах аҫа ҫапса вӗлертӗр!» терӗ Антон Прокофьевич, вӑл пӗр сехет хушшинче те вунӑ хут тупа тума хатӗрччӗ. Анчах Петров мӗнле? Зинӑна ку ҫӗнӗ ҫын чӑннипех кӑмӑла кайрӗ. Пӗр-пӗрне вӗсем сӗтел хушшинче ҫеҫ кураҫҫӗ. Вӑл ҫапла калать: «Эпӗ чирлӗ, мана, чирлӗ ҫынна, пӗччен выртма кичем, ман ҫумра ларнипе йӑптӑх тӑкмӑн-ха», — тет. Акӑ сана тепӗр япала! Эпӗ ӑна ҫапла калатӑп: «Пӗр-пӗр карчӑка чӗн, пухуран эпӗ Агафоша Дубцова кӳпкесе таврӑниччен вӑл санпа пӗрле ларӗ», — тетӗп. Вӑл калать: «Кичемлӗхе санпа ҫеҫ пайласшӑн эпӗ, ниепле карчӑк та кирлӗ мар мана», — тет. — Пӑртак пӗлетӗп, — тесе ответленӗ мексиканка, ку таранччен ним чӗнмесӗр итлесе тӑнӑскер. Болла ун ҫинчен каласа пӗлтернӗ! Эс мана пӗр сӑмахран та ӑнланан… Вӑл кунтах чупкалашса ҫӳрет, унтан ыррине кӗтме ҫук, пире йӗрлесе тупма пултарӗҫ… Сывӑ пул!.. Турра асӑнсан хӑть калаҫма; юрать пуль… Ҫавӑнпа та Меркурин Хӗвел тавра пӗрре ҫаврӑнса килме Ҫӗртен чылай сахалтарах «чупма» тивет. Куҫ шӑрҫисем унӑн сӑмала тултарса лартнӑ пекех хуп-хура та пысӑк. Сарӑрах куҫӗсем ҫийӗн ҫӑра куҫхаршисем сарӑлса выртаҫҫӗ. Кӗтесре кӑмака ҫумӗнче ларакан Галли хӑйне хирӗҫ тӑракана ҫавӑнтах хӑтӑрса пӑрахрӗ: — Малалла утӑм туни? Унӑн кӑкри сӑмахсем усӑсӑр ҫухалас ҫуккине ӗненнӗ шанӑҫпа тулчӗ. Хуҫи мана ӑҫта тупни ҫинчен тарҫинчен тӗплӗ ыйтса пӗлсен, пирӗн патак пекех пысӑк улӑм пӗрчи татӑкне илчӗ те унпа ман сӑхман аркине уҫма тытӑнчӗ: ахӑр ку тумтире вӑл мана ҫуралнӑ чухнех ҫутҫанталӑк панӑ чӑн-чӑн тир тесе шутларӗ пулас. Пӗтӗм чунтан эпӗ сана: ҫул ҫитиччен пурӑнӑн, турра кӗлтума ҫӳрекенсене ӑшӑ сӑмахпа йӑпатӑн, вара сана пурӑнма канлӗ пулӗ, манахсемшӗн — тупӑш пулӗ! Ӑнланатӑн-и? Юпитер Ҫӗре ҫакнашкал хӑй еннелле туртса илнипе тӗрӗс ҫултан пӑрӑннине пӑлхану теҫҫӗ. Пӗрремӗш хирӗҫ пулнӑ пулӑҫах мана хӑйӗнне сутать. Художник ҫурт умӗнче, кил картишӗнче ҫын ӳкерсе хучӗ. Геркулес вӑрмана тарса кӗрсе кайнине курчӗ вӑл, анчах малашне унпа мӗн пулнине пачах та тӗшмӗртмерӗ. Риварес кивӗ салтак мундирне тӑхӑннӑ та, хӑйне аманнӑ карабинер вырӑнне хурса, хӑйӗн полкне шыранҫи туса, ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳренӗ. — Ну, ҫитӗ! Кайӑрах килелле; ӗлкӗреетӗн пулсан, Машӑна сарафан тӑхӑнтарт. Комендантшӑпа хӗрӗ уйрӑлса кайрӗҫ. Кӗрсе тухас теместӗр-и? — Кухни ҫутӑ, таса… Такури пӗрре ҫеҫ мар хӑйӗн ывӑлне борт ҫине ертсе кӗрсе ҫывӑрма та ҫавӑнтах хӑварнӑ. Тата сыщиксем ҫӳреҫҫӗ, тет, ачи вӗсене паллать. Унран темиҫе утӑмра, начар урапа патӗнче, улӑм витнӗ лупасай айӗнче, татӑлса пӗтнӗ ут таврашлӗ ырхан лаша тӑрать. Эпӗ сана кӗтетӗп, анчах, эсӗ каланӑ пек, пирӗн патӑмӑрта мар, — шухӑшласа кӑна пӑх, мӗнле йывӑр та кансӗр пулнӑ пулӗччӗ пире, — пӗлетӗн-и, ӑҫта ҫыртӑм эпӗ ҫак ҫырӑва? Алексей Мересьев самолёт ҫинче, ҫитменне тата истребитель ҫинче вӗҫме шутланӑ. — Пулмасӑр, пур, пур! Юнашарах йӑкӑрти пӗчӗк Серофтан ефрейтор, ҫамрӑк автанӑнни пек, ҫинҫе, хивре те таткаланчӑк сасӑпа ҫухӑрашрӗ: — Сулахайпа сылтӑм урана малалла хӑвӑрттӑн иле-иле хумалла, ҫавна майлӑн тивӗҫлӗ алла та ывӑтӑнтара-ывӑтӑнтара ямалла. Товҫ! Пуҫла! Унпа бурмистрпа, халӑх пуххинче харкашса кайнӑччӗ, чӑтайми пулса ҫитнӗ пулас… Сасартӑк шӑп пулса тӑчӗ, ҫав тери шӑп — самолёт пайӗсене ҫил ҫапӑнни те илтӗнет. Геркулеса Уэлдон миссиса сыхлама хушрӗҫ, ҫамрӑк капитанӑн Джока пӑхмалла. — Вӑл мана никама та шарламалла мар тесе сӑмах партарчӗ, — мӑкӑртатрӗ вӑл. Лось хӗвел еннелле ҫирӗплетсе хунӑ окуляра тӗксӗм кантӑк тӑхӑнтартрӗ. Разметнов шӑммисем палӑран чышкипе сӗтеле шанлаттарнине пӑхмасӑрах, вӑл Аркашка еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Марфуна уйӑрса пама килӗшетӗн-и? — Нивушлӗ вулкан сирпӗнсе тухма чарӑнчӗ? — Ухмахла калаҫатӑн эсӗ, йӗкӗт, — ҫилӗллӗн тавӑрчӗ Шалый. Ҫак тӗлӗнтермӗш отряда пилӗк ушкӑн кӗрет: скорпионла шӑнасем, кӑткӑ арӑсланӗсем, ылтӑн куҫсем, веснянкӑсем тата термитсем. — Тӗрӗс, — тесе хушса хучӗ майор, — сирӗн кунта пулмалла, Эдуард. Одинцова пӳрнисем хушшинче хир чечекӗн ҫинҫе тунине ҫавӑркаласа пырать; ҫӑмӑл тумтирӗ унӑн чавсисем ҫине шуса аннӑ, шӗлепкин анлӑ та сӑрӑ лентисем кӑкӑрӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ. Килте — пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Жидсем хӑйсем хушшинче каллех ӑнланмалла мар сӑмахсемпе калаҫма тапратрӗҫ. Ирпеле тӑхӑр сехетре Покровскинче ҫӗр каҫнӑ хӑнасем пӗрин хыҫҫӑн тепри гостинӑя, вӗресе ларакан самовар патне, пухӑннӑ. — Мӗнле оргисем вӗсем? — Унӑн пӑлханма юрамасть, вырттарӑр ӑна! — васкаса каларӗ сестра. Мӗн тӑвас тейӗн, Марс пирӗншӗн, Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсемшӗн, чи интереслӗ планета. Дубровский ҫав-ҫавах шарламасть… Халлӗхе савӑнтараканни нимӗн те ҫук пулсан та, хатӗрлекен эрехе хамӑр пурте пӗрер стакан ӗҫсен питӗ лайӑх пуласса эпӗ ҫирӗппӗн ӗнентӗм. Эрех пулса ҫитрӗ. Кунта сире лайӑх пулӗ-ши? Церемони императорӑн пысӑк залӗнче пулса иртет. Кунта ӑмӑртакансене Кивӗ Тӗнчере те, Ҫӗнӗ Тӗнчере те нихҫан та курман майсемпе сӑнаса пӑхаҫҫӗ. Хӗрсем ҫар ҫыннисене курсанах вара… ай, ай!» Куҫусем сан Батраббим хапхи умӗнчи Есевонӑн икӗ кӳлли евӗр тарӑн. Авалхи индуссем шутланӑ тӑрӑх, Ҫӗрӗн ҫур чӑмӑрне тӑватӑ слон йӑтса тӑрать имӗш, слонӗсем тем пысӑкӑш тимӗр шапа ҫинче тӑраҫҫӗ пулать. Темиҫе соуса пӗрле хутӑштарса ҫисен те аван, анчах унта каперспа симӗс курӑк таврашӗ ан пултӑр вара; ҫиме панӑ апатсенчен ҫӑкӑр ҫемҫинчен тунӑ йӑвасем пек начарри ҫук та пулас. Хӗр уҫӑлма пӗчченех тухатчӗ те чылайччен ҫӳретчӗ. Вӑл француз мар: пире акӑлчансен аллине тытса парасшӑн, Лантенак ют патшалӑх ҫарне илсе килме хатӗрленет. Вӑл — тӑван ҫӗршывӑн тӑшманӗ. Пирӗн тытӑҫу е эпӗ, е вӑл вилнипе кӑна пӗтме пултарать. Шыв тӗкӗр пек, — унӑн хурарах-сенкер сийӗ ҫинче хӗвел кӗлтисем ишеҫҫӗ. Резин пек тапса тӑракан хырӑмӗнчен пемеллеччӗ ӑна! — терӗ. Пирӗн ҫемьери ҫынсем Ҫуркунне ҫитнӗренпе атте килте сайра пулать. — Пулма пултараймасть! Александр Иваныч-и? — Ну, истреблять тума кайӑр эппин. Гм. Ну, атя эппин. — Турӑ хушнӑ пек пурӑнатӑп, — терӗ вӑл юлашкинчен, — мӗнпе услам тӑватӑн тесен, ҫук, нимӗнпе те услам тумастӑп. — Ҫапла. Вара мӗскер? — Героизм — ӑнсӑртран пулакан япала мар, организаци. — Нумай пӗлсен — ытла та хӑвӑрт ватӑлса кайӑн. Кай-ха, татах шурӑ эрех илсе кил. Пӗрре те хумханнӑ пек туйӑнмарӗ маншӑн. Пӑлхавҫӑсем куҫран ҫухалчӗҫ, Христо бай Огнянов окопӗсем патӗнче пулнӑранпа нумай та вӑхӑт иртменччӗ-ха. Ӗҫ — эсир, урасӑр ҫын, ку таранччен пӗтӗм тӗнчипех питӗ лайӑх сывлӑхлӑ ҫынсем ҫеҫ, вӗсенчен те ҫӗр ҫынтан пӗри ҫеҫ тума пултаракан ӗҫе тӑвакан пулнинче. Сасартӑк ҫутӑ сӳнчӗ, мотор ӗҫлеме чарӑнчӗ, вара вӗсен умне Тимур тухса тӑчӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: — Рабочисенчен нумайӑшӗ ҫак заседанире хӑйсен вӑтӑр ҫичӗ юлташӗ ҫырнӑ заявление пӑхса тухма ыйтаҫҫӗ, — терӗ те вӗсен заявленине вуласа пачӗ: Кӑнтӑр-Хӗвеланӑҫ чугун ҫулӗ ҫинчи Шепетовка станцири большевиксен коммунистла партин коллективне. Вӑл нумай курнӑ, нумай пӗлет, унран эпӗ те нумай вӗрентӗм. Хутран-ситрен асӑнкаланӑ тӑрӑх, ӑна, больницӑран тухнӑ хыҫҫӑн, Маякин таҫта, Урала, амӑшӗн хурӑнташӗсем патне ӑсатнӑ, текелетчӗҫ. Степан Иванович, йывӑррӑн чаваланса, чӳрече ани ҫине хӑпарма пуҫларӗ. Вертикаль тӑрӑх ӑҫталла кӑтартнине асӑрхасан, эпӗ пӗр тӗлӗнтермелле улшӑну пулнине лайӑх асӑрхаса пытӑм. — Мӗнле улшӑну? — Магнит йӗппи яланхи законпа полюс еннелле пӑрӑнмалла, вӑл вара яланах унтан тепӗр еннелле пӑрӑнса пырать. Ку косилкӑна эсӗ пӗтӗмпех хӑв юсанӑ-ҫке-ха! Эдуардпа Элен Гленарвана виҫӗ хут урра! Уявра савӑнаҫҫӗ те ӑна. Урса кайнӑ кӗтӳ, кӑшкӑрнинчен хӑраса ӳкнӗскер, ляхсен полкӗсем ҫине кӗрсе кайрӗ, утлӑ ҫара каялла чакарса пурне те таптаса, сапаласа ячӗ. Ҫак урамри йышлӑ мар ҫуртсенчен пӗрин ҫинче вӑл ку ҫурт иртен-ҫӳрене «Джиованни Розеллин Италири кондитерскийӗ» пулнине пӗлтерекен вывеска курчӗ. Унтан вӑл хресченле йывӑррӑн ӗненес йӑлипе хушса хучӗ: — Господасенчен нихҫан та ырри пулас ҫук! Тьфу!.. Штурмовиксем атакӑланӑ нимӗҫ аэродромӗ фронт лининчен утмӑл километр хӗвеланӑҫ еннелле пулнӑ. Ку вӑл — ҫав тери хӑрушӑ йӑла. Вӑл сасартӑк хӑраса ӳкни ытла та кулӑшла пулчӗ. — Кайри шӑлӗсем юлманпа пӗрех-ҫке, хӑрах куҫсӑр, чӗрнисем катӑлса пӗтнӗ, усӑк хырӑмлӑ… Старик ун ҫыххине туртса салтрӗ те хутаҫа икӗ кӗтессинчен тытса кутӑн силлерӗ; урайне вӑрӑмлатса чӗркенӗ йывӑр ҫыхӑсем тухса ӳкрӗҫ, вӗсене кашнинех кӑвак хутпа чӗркенӗ тата 1000 червонец тесе паллӑ тунӑ. — Феничка, — терӗ хуйхӑллӑ сасӑпа Павел Петрович: — эпӗ куртӑм вӗт… — Мӗн куртӑр эсир? Пистолета пиҫиххи ҫумне хӗстертӗм те тула тухрӑм. — Пулма пултараймасть! — Кам пултӑр эсир? — тесе ыйтрӑм. Ӗненӗр, ҫапла шутлама мана нумай вӑй кирлӗ пулчӗ. Епле председатель-ха эсӗ, Кондрат кун-ҫулӗ тараса ҫинче сулланса тӑнӑ чухне кулатӑн пулсан? Паян ирпе кулата патӗнче пурте ҫӗрле черкессем тапӑнни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. — Никам та сана хӗсмест, тусӑм, — терӗ — Сильвер. Зегржт чӳрече янахӗ ҫине хӑпарчӗ те хӑйӗн ҫап-ҫара ҫамкипе пӗр еннелле йӑваннӑ шӗвӗ сухалне форточкӑран кӑларчӗ. Сана вӗт паралич ҫапать, ак нумаях та вӑхӑт иртмӗ, ҫапса та пӑрахӗ… Ҫурта пачкисем туртса кӑларчӗҫ те, ҫавӑнтах пурте ушкӑнӗпе ту ҫинелле улӑхма тапратрӗҫ. Шӑтӑк анийӗ ҫӳлте, ту аяккинче. Ӗнер дежурнӑй пулнӑ салтак: Риварес патне каҫхи апат илсе пырсан, вӑл пачах чирлӗ пулнӑ пек туйӑнатчӗ, нимӗн те ҫимерӗ, тет. «Эп пӑтраштаратӑп пулсан, мана киле ҫитиччен ҫӗр ҫӑттӑр! Посольствинче пурӗ ултӑ посланник тата вӗсен ҫумӗнчи свитӑра пилӗкҫӗр ҫынччӗ. — Эс мӗн пирки ҫав? — хӑвӑрт каларӗ Павел. Киев урлӑ кӑнтӑралла ҫынсем, повозкӑсем, кухньӑсем, орудисем тиенӗ эшелонсем иртеҫҫӗ. Пӗр тумлам та юлман вӗт. — Темиҫе ҫуллӑха каторгӑна е Ҫӗпӗре ӗмӗрлехех яраҫҫӗ пуль… — хуллен хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ. Пурте ҫав йӗке ҫине пӗтӗрӗнеҫҫӗ. Нимӗҫӗ вӑл эмигрантсем ярса тӑракан акциллӗ обществӑн агенчӗ пулнӑ, кашни янӑ ҫыншӑн процент илнӗ, урӑх ӑна нимӗн те кирлӗ пулман. — Асту, аҫу илтӗ эсӗ мӗн каланине. Унӑн лаши мана чӑннипех тӗлӗнтерсе ячӗ, вӑл самаях лайӑх чупать. Николай Антоныч президиумалла иртрӗ — вӑл та унталла, Николай Антоныч мӗн тунине Ромашка пӗтӗмпех туса пырать. Пусмапа улӑх та ӑсра ҫиҫӗмсирен тӑрӑх хӑпартӑм тесе шухӑшла. Тен, ҫӑлӑнса тухайӑпӑр. Учителе мӗнле те пулин пӗчӗккӗн усал тума май килсенех, ҫавна вӗсем нихҫан та ахаль ирттермен. Ҫапла вара, сирӗн пирки малашне хам тӑрӑшӑп. — Кайльетри д-Астилье патӗнче пирӗн салтаксем, хырӑмпа шуса пыракан аманнӑ Жосеф Безье вандееца персе пӑрахас тесе чарӑнсан, мӗншӗн-ха эсӗ вӗсене: «Малалла кайӑр! Эпӗ ӑна хам персе пӑрахатӑп!» тесе кӑшкӑртӑн та сывлӑша персе ятӑн?! — Ахаль те шарламасӑр пурӑнтӑм эпӗ, анчах историйӗ пит интереслӗ-ҫке. Малти плугӗ чарӑнсан, ыттисен те чарӑнма тивет. Вӑл сылтӑмалла пӑхрӗ те инҫех те мар противотанковӑй тупӑ валли хатӗрленӗ суя позици пуррине курчӗ (ун пеккине артиллеристсем, Озеров хушнӑ тӑрӑх, ҫӗр каҫиччен сахал мар хатӗрлесе хунӑ-мӗн): бруствер ҫинче, пуҫне хӗвеланӑҫнелле тӗллесе, пӗр пӗчӗкрех пӗрене выртать, пӗрене тӗлӗнче ҫара туратлӑ ҫӑтӑр-ҫатӑр хурӑнсем усӑнса тӑраҫҫӗ. Станцире хайхи Жухрай алла лекнӗччӗ, лешӗ, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсене пирӗн ҫине вӗслетсе яраканни, астӑватӑн-и эсӗ ӑна? Графиня кунта ҫапла килсе кӗни пурне те питӗ хытӑ пӑлхантарса янӑ пулас, мӗншӗн тесен Дениска та пулин пӑшӑлтатса кӑна калаҫрӗ, тур лашисене те вӑл пӗр чӗрӗк ҫухрӑм кайсан тин, иртен-ҫӳренсен ҫурчӗ вырӑнне тӗксӗм ҫутӑ пӑнчӑ курӑнма тытӑнсан ҫеҫ, кӑшкӑрса туртса ҫапрӗ. Ҫапла майпа манӑн ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл ҫухалчӗ, ҫӑрттан тытмалли ҫекӗл илес шанчӑк та пӗтре. Рыбин пукан ҫине ларса сухалне шӑлкаларӗ, унтан, чавсине сӗтел ҫине хурса, тӗксӗм куҫӗпе Павела тӑрӑххӑн пӑхса илчӗ. Вӑл тимлесех тем ҫинчен шухӑшлать, ҫамкине ҫине тӑрсах та чунӗ ыратнӑн пӗркелет, унтан вара сасартӑк ура ҫине сиксе тӑчӗ те, ҫынсене тӗрткелесе, президиум сӗтелӗ патнелле йӑкӑртатрӗ. Анчах хӗрача ӑна ҫав самантрах ҫӗре ӳкерчӗ. Асаплантарса вӗлереҫҫӗ. Пӳртре шӑп. Тӑватӑ кӗрепенке ҫӑкӑр виҫӗ тенкӗ те вуникӗ пус тӑрать. Кунтан 143° долгота иртет. Пӗр чӗрӗ чун та, пӗр сасӑ та ҫук, тӗтӗм тухни те курӑнмасть. Пӗр вандеец ҫинчен: вӑл хӗрарӑмла тумланнӑ та ҫав тумтирпе театра кайнӑ, унтан каллех хӑйӗн шӑтӑкне таврӑннӑ, тесе сӑмах ҫӳренӗ. Ман пата пынисене хисеплӗн саламласан, эпӗ пар лаша кӳлнӗ кӳмене лаши-мӗнӗпех илеттӗм те (ултӑ лаша кӳлнӗ пулсан, форейтор яланах тӑватӑ лашине тӑварса илетчӗ) сӗтел ҫине лартаттӑм. Большевиксем ҫав пылчӑка хускатмасӑр хӑварӗҫ, тесе кам каларӗ сире? Эленпа Мэрин пирвайхи тивӗҫлӗхпе Гленарван суранне ҫыхса майлаштармалла. — «Дункан» питӗ хӑвӑрт каякан яхта. Пӗлместӗп эпӗ, «Дунканӑн» чуппипе мӗнле судно ӑмӑртма пултарӗ? Эпӗ унӑн тахҫанхи тусӗ-ҫке, вӑл мана вилнӗ тесе шутлать-ха. Ларӑр та ҫийӗр, Тӳпе ывӑлӗ, — Гор, питне пӗркелентерсе, тумтирӗ айӗнчен пӑрӑҫ пек хӗрлӗ хаврӑн типӗ пачкине кӑларчӗ, ӑна ҫӑварне, пит ҫӑмарти тӗлне, чикрӗ те васкамасӑр чӑмлать. Анчах ун ҫинчен шухӑшларӗ пулин те, хӑрамарӗ, — хӑй шухӑшне часах аяккалла сирсе ячӗ: мӗн пулассине курас килни хӑрассине ҫӗнтерсе илчӗ. Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт пичче тата Нэн ҫӳлти сентре ҫине хӑпарчӗҫ, — унта шыв ҫитейменччӗ-ха, ыттисем пилӗк таран шывра. Португал — путсӗртен те путсӗр ҫынсенчен пӗри, ун пеккисен ҫынна асаплантарнисӗр пуҫне тата мӑшкӑлламалла та. Халӗ купец вӗренӳ хӑватне пӗлет ӗнтӗ… Леш кӳршӗпе иккӗш халӗ хулана кайрӗҫ, кимӗ тата камран та пулин тепӗр пӑшал тупасшӑн. Вӑл вӑкӑр мар-ҫке, ӑна мӑйракаран ҫаклатса ҫавӑтса кӗреймӗн, — терӗ Аркашка Менок. Унсӑр пуҫне тата вилнӗ ҫын ҫӗрлесенче хамӑр пата килсе ан ҫӳретӗрччӗ — пытарман виле масар ҫине чипер йӗркеллӗн тирпейлесе пытарнӑ ҫын пек мар-ҫке, вӑл кирек ӑҫта та ҫапкаланса ҫӳреме пултарать. Эпӗ те черккеме ҫӗклерӗм. Хирӗҫлеме лайӑх мар пулчӗ. Геркулеспа мӗн пулнине никам та пӗлмест. Вӑл мана карапсемпе моряксем ҫинчен савӑнӑҫлӑ историсем каласа кӑтартрӗ. — Ларӑр ман пата — тет ӑна король. Эпӗ тӗттӗмре ҫӳреттӗм. Ун хыҫҫӑн кӑшт юларах пыракан Давыдов, секретарь атӑ кунчи ӑшне лекнӗ хытхурана кӑларам пек туса, темиҫе хутчен мӗн тарӑнӑш сухаланине виҫсе пӑхнине курчӗ. Хутран-ситрен эпир кӑвакалсем тыткалатпӑр — ытла ир вӑранаканнисене те каҫа юлаканнисене. София вара пӳлӗмне кӗрсе кайрӗ. Хӑй вӑл Демида хӑнӑхса та ҫитнӗччӗ. — Сывӑ-и, тӑванӑм. — Ҫук, — терӗ Одинцова тӑсарах, — анчах манӑн кӑмӑл тулман. — Мунча хутса парас-и сана? Э? Мӗн тӑвас? Инҫетре-и вӗсем? Ачана ят парассине хисеплесе тунӑ ӗҫ ҫапла пӗтнӗ: ачана ят панӑ. — Званка ҫинче тата? Утнӑ ҫӗртех кӗнеке вуласа пыракан Ольга сӑрталла хӑпаратчӗ. Паганель панӑ сӗнӗве чӑнласах та сӳтсе явма кирлӗ. Ҫав ҫеккунтра Ромашов хӑй еннелле ҫаврӑннӑран вара вӑл:— Унӑн высокопревосходительстви… Хӑй ҫывӑрса кайма пултарас ҫуккине туйса, вӑл сивӗ пулнипе ҫӳҫенкелесе тӑчӗ те, ӑшӑнмалла темиҫе хутчен гимнастикӑллӑ упражненисем туса илсе, тунката ҫине ларчӗ. Тӗттӗмре хаяр сасӑ:— Стой! Ҫак чӗрчунсем мана хӑйсем евӗрлӗ чӗрчун вырӑннех шутласа йышӑннӑ пулӗ тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен ҫапла калама манӑн пур сӑлтав та пур. Халӑх ҫапса хӗснӗ пек кӗрсе тулсан, герцог пӗр пуҫтах ҫамрӑка ҫирӗм пилӗк цент пачӗ те алӑкра тӑма хушрӗ, хӑй сцена еннелле каянҫи турӗ, эпӗ ун хыҫҫӑн утрӑм, анчах эпир тӗттӗм кӗтеселле пӑрӑнтӑмӑр, герцог вара мана ҫапла каларӗ: — Халӗ эсӗ хӑвӑртрах тар, хуларан тухсан, хӑвна шуйттансем хӑваланӑ пекех, сулӑ патнелле васка. Каҫ пулнӑ тӗле пӑлханса кӑшкӑрнипе сасси питӗрӗннӗ Ҫӑрттан мучи ача ҫуратас ӗҫе хӑй пачах хутшӑнманни пирки карчӑкне ӗнентерсе ҫитермех пуҫланӑччӗ, анчах шӑпах ҫак самантра алӑкран Любишкинӑн сакӑр ҫулхи ывӑлӗ килсе кӗчӗ. Акӑ, сӑмахран, Алексей Петрович, эсир кӑшт та пулин ҫыратӑр-и? — Ку ӑҫтан? — сасартӑках тӗксӗмленчӗ Волошин. Уншӑн пӗрех-ҫке. Гекӑн куҫ-пуҫӗ ҫуталса кайнӑ. Хӗл ларас умӗн, юрпа витӗннӗ ҫул тӑрӑх, кӗлмӗҫле тумланнӑ тепӗр икӗ суккӑрпа пӗрле сасартӑках панич таврӑнчӗ те, усадьбӑрисене пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала Палах ӗнтӗ, хамӑр айӑпсӑр ҫинченех тарма хӑтланни питӗ те айван япала. Манӑн ывӑлӑм вилсе кайрӗ, — ҫавӑнпа та манӑн пӗччен вӑй ҫитес ҫук. Эпӗ сирӗн ҫеҫенхирӗрсӗр те хамӑн вӑйӑма кӑтартӑп. Ак мӗнле каламаллаччӗ сирӗн. Эсир чечексене питех те юратнине пӗлетӗп вӗт эпӗ. — Кашни умӗнче ларма та кирлӗ мар. Унан тутине тата уссийӗсене пӑхсан, вӑл хӗрсе кайнишӗн тата ҫапӑҫӑва хутшӑннӑшӑн кӳреннӗ пек туйӑннӑ. Уйрӑм ҫын канлӗхне ҫухатакан япаласем те пур. Хам ӗҫпе кайнӑ чухне унӑн ҫыннисем мана тытса чарни ҫинчен каласа патӑм эпӗ ӑна. Тӑмананни пек, уйӑх ҫутипе йӑлкӑшса пӑхаҫҫӗ пек. Усӑк ҫуначӗсене шӑннӑ пек ҫӗклесе илсе, ула курак малалла ярса пусрӗ, чул ҫинче унӑн чӗрнисем чӑкӑртатса илчӗҫ. — Ҫавсем ҫинчен ҫав, тусӑм. — Ҫӗр хытӑ кунта, — асӑрхарӗ Андрей. * * * — Тухса кай! — тенӗ ӑна Фома, чарӑлнӑ куҫӗсемпе стена ҫине пӑхса. Е драбант пулма килӗшместӗн-и? — терӗ Оленин, хӑйӗн пуҫне Лукашкӑна лаша парнелес шухӑш пырса кӗнӗшӗн хӗпӗртесе. Анчах ӑна темшӗн аван мар пек, темле намӑс пек туйӑнчӗ. Вӑл мӗн каламаллине шырарӗ, анчах та тупаймарӗ. — Эпӗ ниҫта та, ниме те тунсӑхламастӑп, — терӗ Цимбал. — Тав сана, хаклӑ Нестеренко! — Чӗрӗ-и вӑл, вилнӗ-и — пур пӗрех мар-и? Шӑпах ҫавӑн пекчӗ ҫав ӗнтӗ. Паллах ӗнтӗ, ку ҫамрӑк ҫыннӑнне те чӗрине вут хыпнӑ. Анчах унӑн савнин ашшӗ-амӑшӗ, вӗсен хушшинчи туртӑма сиссен, хӗрне ун ҫинчен шухӑшлама та чарнӑ, хӑйне ӑна пӗр-пӗр отставкӑна тухнӑ заседателрен те япӑхрах йышӑннӑ. Турӑ ун ӑсне туртса илнӗ, апла пулсан, турӑ ирӗкӗ вӑл, ман айӑп мар. Эпӗ лашана тӑратрӑм, паллах; — Сивӗ, атте, — терӗ хӗрӗ. Тепӗр ҫирӗм тӑватӑ сехетрен вӗсем вырӑна ҫитеҫҫӗ, вара пурте куҫ умӗнче пулать! Директор мастера хӑй патне чӗнсе илнӗ те машина ҫине кӑтартса темӗн ҫинчен хӑлхаран кӑшкӑрса каланӑ. Ун чухнех вӑл ҫапла ҫын иккенне пӗлнӗ пулсан-и — персе пӑрахнӑ пулӑттӑмӑр ӑна, ҫӗлене! Унччен вӑл, яланах чи малтан виттине кӗрсе тухатчӗ, кӗсри утӑ ҫинипе ҫименнине пӑхатчӗ (Иван Ивановичӑн кӗсри хӑла, хушка ҫамкаллӑ. Питӗ элчӗ лаша. ); унтан кӑрккисене апат паратчӗ, унтан сысни ҫурисене хӑй аллинчен апат ҫитеретчӗ, вара тин пӳртне кӗретчӗ те е, йывӑҫ каскаласа, савӑт-сапа тума тытӑнатчӗ (йывӑҫран тӗрлӗ япаласем тума ӑста вӑл, токарьсенчен кая мар тӑвать), с Любий, Гарий тата Попов типографийӗнче ҫапӑнса тухнӑ кӗнекене вулама ларатчӗ (ҫав кӗнекен ятне Иван Иванович астумасть, мӗншӗн тесен Гапка тахҫанах ун питне вӑтӑрса илнӗ те ачине выляма панӑ пулнӑ), е тата аслӑк айӗнче канса выртатчӗ. Яланхи пекех судри ӗҫлӗ ҫынсем хушшинче пӑшӑлтату пуҫланса кайрӗ, писарӗсем хутсемпе кӑштӑртатаҫҫӗ. Ха-ха, хӗрхеннипе! э? мӗнле? Ун чухне эпӗ кулса калаҫнине начар ӑнланаттӑм. «Санӑн юлашки пӗчӗк карточку, эсӗ тунката ҫинче кулса ларса, йытӑпа пӗрле ӳкерни, яланах манпа пӗрле. Берсенев вӗсем патне кун сиктерсе ҫӳрет. Ниме хапсӑнмасӑр вӗҫӗ-хӗррисӗр юратнин таса та ырӑ туйӑмне, никама пӗлтермесӗрех, хӗрхенекен тупаймасӑрах сӳннӗскере, эпӗ хурланса аса илетӗп. Хӑй йӑлтах сарӑхса кайнӑ, шыҫӑннӑ, ҫӳҫ-пуҫӗ арпашнӑ. Декабрӗн 10-мӗшӗнче, ҫул кӑтартакан темиҫе туземеца илсе, Ливингстон Лвангва шывӗ урлӑ каҫнӑ, 1867 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗнче Льеммба кӳлли хӗррине пырса тухнӑ. Ҫав самантра, тӑватӑ йытӑ вӗрме пуҫланипе, пӳртрен пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ ҫын тухрӗ, унӑн пичӗ уҫӑ та савнӑ кӑмӑлпала ҫутӑлса тӑрать. — Мӑшӑрланӑва мӗнле юрату… юрату… юрату… хисеплӗх парса тӑрать-ха? — тытӑнчӑклӑ каларӗ вӑл. — Тус килчӗ. Вут чулӗ якалса пӗтрӗ, ҫапах та вут чӗртесси пулмарӗ. Тепӗр кунне аукцион пулчӗ. Шӑппӑн-шӑппӑн йӑпшӑнса пычӗ вӑл хур карти патне, Иван Никифоровичӑн йыттисем хуҫисем хирӗҫсе кайни ҫинчен ним те пӗлместчӗҫ-ха, авалтан ҫывӑх тус пулнӑ ҫынна тӑватӑ юман юпа ҫинче тытӑнса тӑракан аслӑк патне пыма чармарӗҫ; Ҫавсем пурте манӑн валли мар… Гленарван ӑна ыйту та памарӗ. Лешӗ лӑпкӑн ҫеҫ эмальне илемлетнӗ авалхи тӑвар сулчине сӑнакаласа ларнӑ, мӑйӑхӗсене пӗтернӗ, старикӗн сӑмахӗсене илтмен пекех пулнӑ. Мана пурӗ те унӑн йышӗпе йыт кӗтӗвӗ чухлӗ чухӑн ҫемйине шеллени ҫеҫ чарса тӑнӑ: Ярмолана тивӗҫекен тӑватӑ тенкӗ шалу ҫапах та ӑна выҫӑ вилесрен хӑтарса усраять-ҫке-ха. Сире курманни нумай пулать, Давыдов юлташ… Суранӗ ҫав тери хытӑ ыратнипе тата пӗтӗм вӑйне хурса тертленнипе темиҫе утӑм тусанах, унӑн пуҫ ҫаврӑнма тытӑнчӗ. Мана ак мӗнле туйӑнса кайрӗ: Дубкова Дмитрий ытла хӗрӳллӗн хӳтӗлени шӑпах ӗнтӗ вӑл ӑна юратманнине, хисеплеменнине кӑтартать, ҫакна кутӑнлӑхне пула тата ҫӑмӑл шухӑшлӑ тесе никама та калаттарасшӑн мар пулнипе кӑна йышӑнмасть. Тӑр, алӑка питӗр. Вӑрҫӑра е дуэльре касса илнӗ пулсан е сӑмсасӑр юлнишӗн хам айӑплӑ пулсан та ун пекех йывӑр пулман пулӗччӗ; нимсӗрех, пӗр пуссӑр ҫухалчӗ-ҫке-ха!.. Ҫук, сэр, ҫакӑнта хӗрӗх ҫул ларсан та, тухтӑр килмесӗр, эпӗ вырӑнтан хускалмастӑп! Халӗ эпир пӗр ҫын ҫине ҫеҫ шанма пултаратпӑр, — терӗ капитан. Анчах эпӗ каланӑ тӑрӑх, чи хӑрушӑ та усал ӗҫсене ӑс-тӑнлӑ чӗрчунсем кӑна тума пултараҫҫӗ. Вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗнче мӗн пуррине чылайӑшне ӑнланаймасть вӑл, унта нумайӑшӗ темле алӑ айне кӗми, куҫа курӑнми ҫивиттипе витӗнсе тӑраҫҫӗ. Вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те чӳрече умӗнче халиччен курман хитре хӗрача тӑнине курчӗ: хӗрачи хура куҫлӑ, ӳчӗ ирхи хӗвелпе кӑшт хӗрелнӗ юр пек тап-таса. Эпӗ, тен, ултӑ хутчен ун хваттерӗ патне ҫитмӗ пулӗ те… кӗрессине кӗреймен пулӗ… кӗме пултарйман пулӗ! Кашни тӗттӗм кӗтесренех пӑшал пени кӗрлесе тӑрать. Малта Андрей утать. Сансӑрӑн ӑҫтан пултартӑр?.. Пеночкин господин хӑйӗн бурмистрӗн пултарулӑхӗшӗн нумай кулчӗ, ун ҫинелле пуҫне сулса темиҫе хутчен те мана: «Quel gaillard, ah?» тесе каларӗ. — Пӗлместӗп. Вальтер Ралейпа пулса иртнӗ ӗҫех аса илер. Нимӗн те пултараймастӑн. Майӑн иккӗмӗшӗпе виҫҫӗмӗш кунӗсенче хулара Берлина илнӗ ятпа уяв туса ирттерчӗҫ. Лере — рясӑпа кадила, кунта — мундирпа кӗмсӗр-кӗмсӗр кӑрал; лере — йӑлт сапӑрлашса парӑнни, намӑс-симӗсе пӗлмен ултавлӑ хашлату, ытлашшиех пылаклатнӑ сӑмах-юмах, кунта — юри тунӑ хастарлӑх. — Пӳрте йӑтса кӗр, мӗн пӑхса тӑмалли пур! — терӗ хыҫала пырса ҫитнӗ тимӗрҫ. Тата тепӗр ӗҫ ҫинчен пӗлесси кӑна юлчӗ. Паганель Талькава юлашки ыйту пама васкарӗ. — Бондаренко! Кам пур унта тата? — Халех каласа пама пултаратӑп, — терӗ Гарри Грант. Канӑр, сэр, вӑйранах мекеҫленсе ан выртӑр, аллӑр-урӑрсене ирӗклӗнрех саркаласа хурӑр. Манран мӗн кирлӗ сана? Суккӑрӑн пичӗ ҫинче тимлӗхпе пӗрлех кӑмӑл тулни те палӑрать; ӑна кашни уйрӑм сасӑ хӑйне май килентерчӗ иккен, вара пулас кӗввӗн пӗр пӗчӗк пайӗ пулса тӑракан кашни сасса ҫапла тимлӗн итленинченех унра артист хӗлхемӗ пурри палӑрчӗ. Ун ӗмӗт-шухӑшӗсене ҫав Федотках пӳлчӗ: партӑ хушшинче тӗнӗл ҫинчи кустӑрма пек ҫаврӑнкаласа, вӑл Давыдова хӑй ҫине пӑхтарчӗ, аллипе паллӑ парса, лешин шӑлӗ халӗ мӗнлине кӑтартма ыйтрӗ, Учительница тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ вӑхӑтра Давыдов, аллисене питӗ кӳреннӗн саркаласа, шӑлӗсене кӑтартрӗ. Шлакинвайт тӑванӗсем, Воу полковникӗн, Веббӑн, Ходжсонӑн, Хукпа Габэ миссионерсен, Мукрофтӑн, Реми Жюлӗн тата ытти нумай шыравҫӑсен йӗрӗсем тӑрӑх ҫул ҫӳресси ҫинчен калаҫатӑп эпӗ. «Пӑшалшӑн икӗ михӗ-и?» Пит кулӑшла йӗкӗт, мур ҫисе каясшӗ! Кун пек хуралҫӑпа лӑпкӑнах канма юрать. Вӗсем хыҫҫӑн ҫавӑнталлах амӑшӗ палланӑ тӗрме смотрителӗн помощникӗ, мундирне йӳле ярса, чупса кайрӗ. Эпӗ «ура!» кӑшкӑрса ярсан тӳрех ман хыҫран, кая юлни-туни ан пултӑр… Анчах та пирӗн периферинче хуҫа пулса пурӑнас вырӑнне, Мускавра чиновник пулса пурӑнма кӑмӑллакан ҫынсем нумай-ха. Халӗ ӗнтӗ пурте ӑна канаша ҫӳрекен тӑвасшӑн пулнӑ, анчах вӑл хӑй тӗллӗн унта пыман, лешсем ӑна канаша тархасласа чӗнме намӑсланнӑ. Таварӗсене сыхлама вӗсем кашни ҫӗр-шыврах пирамида евӗрлӗ пысӑк ҫурт лартаҫҫӗ, унта Ҫывӑраканӑн Пуҫне вырнаҫтараҫҫӗ. Кунтах эсир хура ӳтлӗ Плутона та тӗл пулма пултаратӑр: вӑл халь кучер ӗҫне кӑна туса тӑрать, каретӑн ларчӑкӗ ҫине хӑпарса ларса, алла тилкепе тытиччен вӑл сайра хутра кӑна лаша ҫине пӑхмашкӑн кӑмӑл тӑвать. Пӗтем пӳрт хуллен сулкаланса тӑнӑ пек туйӑнчӗ, таврари пур япала та кичемлӗхре хытса нимӗне кирлӗ маррӑн ларнӑ пек пулчӗ… Кӑмӑла тӑкӑслантаракан ҫак ытла пылак шӑршӑ, ҫырӑвӑн киревсӗрле вылянчӑкӗпе тата куҫ умне тухса тӑнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, пӗчӗк те ултавҫӑ питпелен пӗрле, Ромашова сасартӑках чӑтмалла мар лӗклентерсе ячӗ. Ҫапах та, мухтанмаллах, акӑлчанла кӑмкан-ҫке-ха; вӑл пурӑнӑҫ малалла кайнине пӗлтерет! Базаров кайрӗ, Аркадие савӑнӑҫлӑ кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ. Ҫак тинӗс ҫӳревҫисем Америкӑн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗсем тӑрӑх ҫурҫӗртен кӑнтӑралла пынӑ, вӗсене пӗр юхӑм аташтарса кайнӑ, пире те акӑ тепӗр виҫҫӗр утмӑл ҫулсем иртсен, ҫавсене аташтарнӑ юхӑмах илӗртсе кӗрсе кайӗ. Эпӗ ҫывӑрса кайсан вӑл хӗпӗртессе пӗлетӗп эпӗ, вара, ҫывӑрам пек туса, куҫа хупатӑп. Вӑтӑр ҫул ӗлӗкех, тен, унтан та маларах. Козаксем ҫаврӑнса пӑхма ӗлкӗричченех ляхсем Степан Гускӑна тӑватӑ сӑнӑ ҫине ҫӗклерӗҫ. «Пин те темиҫе ҫӗрмӗш ҫулта… ҫав эсремет ҫулӗсен ячӗсене, хуть те вӗлер, калаймастӑп, ун чухнехи комиссара, Ледачине, козаксенчен чи хӑвӑртрах тавҫӑрса илме пултараканнине суйласа илме приказ панӑ пулнӑ. Тахӑшӗ хытӑ та сиввӗн каларӗ: — Лоцман тавӑрӑнсан ӑна парать-ха! — терӗ. — Юрӗ ӗнтӗ сире, манӑн ҫывӑрас килет! — шухӑшлама ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, Чумандрин ҫавӑнтах ун патне ҫитсе те тӑчӗ, ӑна ыталаса хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ. — Аслати-тӗк аслати-и! — терӗ такам палламан ҫын хулӑн сасӑпа, вара, пӗр курка эрех ӗҫсе янӑ чухнехи пек, ӗхлетсе илчӗ. «Туйне-и? — Ҫӗрлерен ҫӗрлеччен плуг аврине тытса утсан — хӗллечен пӗр вуникӗ теҫеттина яхӑн сухалама пулӗ-и тен. Вуникӗ пин… ҫапла вӗт? Пӗр Хумма анчах кулмастчӗ, вӑл манпа юнашар лавка алӑкӗ умӗнче мӑкӑртатса тӑратчӗ: — Тӳсеймен, сысна… — Юрӗ, — терӗ Марьяна, — курӑнӗ-ха унта. — Тӗслӗхрен? Ыраш ҫӑкӑр хытти шӑрши кӗрет, вӑйлӑ та нумайлӑха асра юлакан шӑршӑ. — Ҫапла, халь ӗнтӗ кунта ӗҫ тухас ҫук, — Андрее мар, пуринчен ытла хӑйне хӑй пӑшӑлтатса каларӗ Умрихин. Килӗшмест ку сире. Анчах асӑрханса пыни те ахаль пулчӗ, ҫулҫӳревҫӗсем каҫчен нимӗн курмасӑрах пӗр анлӑ тальдерине ҫитрӗҫ. Ҫавӑнпа та вӑл, «хуйхи-суйхине сирес» тесе, Нагульнов патне калаҫса ларма кайрӗ. Гремячий Лог хуторӗнче ҫӗрле пулчӗ. Парти вӑл класӑн пайӗ, унӑн малта пыракан пайӗ. Тӗллӗн-тӗллӗн пӗчӗк ҫырмасенче юхакан шыв чылай сарлака, тепӗр ҫырана каҫма ӑшӑх вырӑн шырама та тивет. Е: — Эсӗ манӑн пысӑк вӗт-ха ӗнтӗ, ҫитӗннӗ ҫынсене макӑрма юрамасть, ан макӑр, тусӑм! — тет. — Паллах, кирлӗ! Вергилипе Гораци ылханнӑ ҫак тӳрӗ ҫунатлӑ ҫӗрлехи кӑпшанкӑсем мӗнле кирлӗ ан пулччӑр мана? — пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленсе тӑрса тавӑрчӗ Бенедикт пичче. Вӗсем ҫакӑн пек тавӑрма шут тытрӗҫ: ушкӑнпа кайса, Лясковски патӗнчен иртес ҫул ҫинче, Клисурӑ енне каякан шоссе патӗнче пытанса тӑмалла пулать. — Ой, тур ҫырлах! — хӑраса ӳксе пӑшӑлтатрӗ те Лушка хуторалла чупрӗ. …Ҫутӑласпа Макар Разметнова вӑратрӗ, сак ҫине ларса, тарӑхнӑн: — Пӗрре ачху турӑм та пӗтӗм ӗҫе вараласа хутӑм!.. «Ан чӗн!» е урӑхла мӗнле те пулин ҫавӑн майлӑ кӑшкӑратӑп эпӗ. Эпӗ Хуммаран ыйтрӑм: — Мӗнле-ха апла эсӗ, — манаха кайма хатӗрленӗччӗ те, лакея кайрӑн? — терӗм. Король майрипе пӗрле пӗр сӗтел хушшинче унӑн икӗ принцесса — хӗрӗсем анчах апатланатчӗҫ; аслӑ хӗрӗ вунулттӑраччӗ, кӗҫӗн хӗрӗ вунвиҫӗ ҫулта пӗр уйӑхраччӗ. Унӑн преподобийӗ Гобсон мистер тата Робинсон тухтӑр ҫак вӑхӑтра хулан тепӗр вӗҫӗнче пӗрле сунарта ҫӳренӗ — тепӗр майлӑ каласан: тухтӑрӗ чирлӗ ҫынна леш тӗнчене ӑсатнӑ, пасторӗ ӑна ҫул кӑтартса пынӑ. — Питӗ аван пулать, аннеҫӗм! Халӑх патнелле становой пристав — ҫӳллӗ, патвар, ҫаврака питлӗ ҫын пырать. Мӗн тума кирлӗ сана укҫа? Мана пӗр кабинета кӳртрӗҫ те кунта тата ҫур сехет хушши кӗттерчӗҫ. Ҫӗнӗ тӗнче чӗлхи ӑна ҫӳп-ҫӳхе материпе ҫапларах кӗрет, кӗрет, йывӑрлансах пырать. Башньӑсемпе ҫак гранитлӑ ту тӑррине вӗсем пилӗк пысӑк та вӑйлӑ магнит лартнӑ. Пӗр Прокофьич старик анчах ӑна юратман, кичем сӑнпа апат панӑ, «ӗмӗтсӗр», «ҫапкаланчӑк» тесе ят панӑ, вӑл хӑйӗн бакенбард сухалӗпе чӑннипех те йывӑҫ тӗмӗ ӑшӗнчи сысна пекех тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. Прокофьич, хӑйне кура, Павел Петровичран та каях мар аристократ пулнӑ. Ҫавӑн пек ҫӳренӗ чухне, пӗррехинче, Илья Артамонова таркӑн салтаксем тапӑннӑ. — Акӑлчансем-и? Хам шутланӑ тӑрах, сан-пит илемӗ тени ӑшӑ кулӑра кӑна пулать: йӑл кулни питӗ чиперлентерет пулсан, унашкал сӑн ытарайми илемлӗ; йӑл кулни питӗ улӑштармасть пулсан, унашкал сӑн вара нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть; пите сӑнсӑрлатакан кулӑ — киревсӗр. Ӑна хам юлашки хут куратӑп-и тен, тесе шухӑшланипе пулас, вӑл мана темле хурланчӑклӑн курӑнать. Атте ӑна пӗр васкамасӑр тинкерсе вуласа тухса, хӑй умне сӗтел ҫине хучӗ те ҫыруне ҫырма тытӑнчӗ. — Саккӑрӑн, — пӑшӑлтатрӗ Боримечка. Ҫапла вӑл ҫӗнтерчӗ те. Ахӑртнех, чун савнипе уйрӑлни чӗрине йывӑррӑн пусать пулмалла. Мюльреди ҫул ҫине кайма хатӗрленсе ҫитрӗ. Ҫакна валли виҫӗ сехет кирлӗ пулчӗ. Издатель. Ӳсӗр ҫын пек утнӑ вӑл. Вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, ҫӳлӗскер, кирек мӗне те ҫине тӑрса тума пултаракан ача. Эпӗ ун ҫинчен шухӑшланӑ ӗнтӗ, пирӗн хӗрарӑмсене питӗ начар воспитани панӑ. — Тупӑнаҫҫӗ ӗҫсем! — мӑкӑртатрӗ куккӑшӗ. Епле хӑвӑрт хӑваласа ячӗҫ вӗсем Воропонов рабочийӗсемпе тир-сӑран тӑвакансене. Эсӗ пур, малтан сӳсменне туянасшӑн, кайран, сӳсменӳ мӗнлине кура, лаша илесшӗн. Лешне вара ҫуран ҫӳресси йӑлӑхтарчӗ пулас. — Тытасчӗ ҫакӑн пек пӗр ултӑ кит, карап трюмӗ тулсах ларӗччӗ вара. Кухньӑран Самойлов сасси илтӗнчӗ: — Пурне те тенӗ пекех тытса хупрӗҫ, — мур ҫитӗр вӗсене!.. — Авлан, Андрюша! Самолёт, вилӗм силленӗ пек, чӗтренчӗ. Тепӗр тесен, кунта вӑл хуть те мӗн тутӑр. — Учитель! — терӗ Огнянова пӗр аллӑ ҫулсене ҫитнӗ Вериговӑ хресченӗ. Ун пеккине пӗлмелли пайтах ҫав-ха санӑн, Бойчо, тепӗр тесен, темӗнех сиксе тухас ҫук та-ха. Вара, малтанлӑха хӑй ытти мужиксем пек мар, вӗсенчен лайӑхраххине кӑтартас тесе, Константин васкавлӑн хушса хучӗ: — Эпир утар тытатпӑр тата сысна ӗрчететпӗр. Флоринда! Кӑшкӑрма, халӑха хускатма юрамасть. Анчах, эсир ӑнланатӑр-и, чи ухмахли кайран палӑрчӗ; вӗсем манӑн аттене те мар, урӑх партизана шыранӑ иккен… — Эсир истори профессорӗ пуласшӑн-и вара? — ыйтрӗ Елена. — Унтанпа виҫӗ эрне иртнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн-ха вӑл тӳрленмест? — ыйтрӗ вӑл. Курпун Любим, шывпа чыхӑнчӗ те, сывлӑш каҫса кайса ӳсӗрнӗ саспа тулчӗ. Ун упӑшки патнелле Любишкинпа Нагульнов чупса пынине курсан, вӑл кӗлет умне чупса пычӗ, аҫа йыттине сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, йытти, тимӗр мӑйкӑчне чӑнкӑртаттарса, картиш тавра сиккипе чупса ҫаврӑнчӗ, унтан, Шукарь мучи сехри хӑпса тухнипе кӑшкӑрашнине илтсе тата юр ҫинче унӑн кӗрӗкӗ саркаланса выртнине курса, ун ҫине сиксе ларчӗ… — Ут, ут! — хӑрӑлтатса илчӗ Андрей. Вӑл вара сасартӑк Назанские аса илчӗ. — Ҫук, тӑван, пӗлмеҫҫӗ-ха сана, — хирӗҫлерӗ пристав, — вӑрӑ-хурах эсӗ! Тӗксе пымалла. Пӗр Дик Сэндӑн ҫеҫ, ҫав тери ывӑннӑ пулин те, ыйхи вӗҫрӗ. Ку вӑл пирте ҫеҫ мар, ахаль халӑхра та ҫапла. Вӑл БАО-ра сапожник шыраса тупрӗ, ӑна хӑйӗн пӗр эрнелӗхе панӑ табак паёкне тыттарчӗ те, чӗн пиҫиххинчен протезсене самолет управленийӗнчи урапа пусмалли пӗчӗк рычажоксем ҫумне ҫирӗппӗн ҫаклатса лартмалли пряжкӑллӑ лямкӑсем туса пама ыйтрӗ. Керменте бассейн пулнӑ патшан, шурӑ мрамортан тунӑ сакӑр кӗтеслӗ, сулхӑн бассейн. Унӑн хваттерӗнче эсир слесарьсемпе занятисем ирттернӗ. Вӑл мӗне пӗлтерме пултарать? Унта ҫӗршывӑн мӗнпур кӗтессисенчен турра кӗл тӑвакан ҫынсем пухӑнаҫҫӗ. Вӗсенчен чи асли, хуҫалӑх пуҫлӑхӗн арӑмӗ, Анна Ивановна Мигунова, Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те:— Ромашов подпоручик, — терӗ, сӑмах вӗҫӗсене юнтармӑшлӑн тӑстарса та пуҫне аристократла мӑнаҫлӑхпа ывӑткаласа, хистевлӗ те хуҫкаланчӑк сасӑпа, — итлемешкӗн мӗн те пулин выляма хушсамӑрччӗ. Тарха-асшӑн… Хӑй сарлака хулпуҫҫиллӗ те ҫирӗп, патвар кӗлеткеллӗскер. — Манӑн хама пусмӑртан хӳтӗлеме ирӗк пур, тата эпӗ ыттисене вӗсемпе кӗрешме чӗнетӗп пулсан, манӑн хамӑн та кӗрешмелле. Дворник тата мӗн те пулин каласса кӗтсе, Петр нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл каллех ирӗксӗртен тенӗ пек, пӑшӑрханса ӳксе, ман ҫине пӑхрӗ. — Таҫта ҫывӑхрах вилӗм сыхласа тӑрать, — тенӗ вӑл салхуллӑн, имшеррӗн. Пасар лаптӑкӗ пылчӑклӑ, навуслӑ. Чӑнлӑх шыранӑшӑн ывӑлне хӑйӗнчен туртса илекен ҫынсене тарӑхни амӑшӗн кӑкринче хура ҫӑмха пек ҫаврӑнса тӑчӗ. — Эсир йывӑр чирленӗ пулас, — терӗ вӑл. — Пӗҫерет кӑмака ҫинче. Чылайччен пытанса ҫӳрерӗм ют хушаматпа пурӑнтӑм, пин те тӑхӑрҫӗр ҫирӗм виҫҫӗмӗш ҫулта вара станицӑна тавӑрӑнтӑм. Ҫавӑнта кукаленӗ май, Ромашов ҫутӑ каврӑҫ рама ӑшне вырнаҫтарнӑ стена ҫумӗнчи трюмо витӗр хӑй ҫине темиҫе хутчен те пӑха-пӑха илчӗ, кашни хутӗнчех ӑна пичӗ ирсӗрле шурса, илемсӗрленсе ларнӑн, темле этемле мар пулса тӑнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ, сюртукӗ ытла хӑршӑлса та пакунӗсем питӗ хуҫкаланса пӗтнӗн курӑнчӗҫ. Вӑл тӑснӑ сылтӑм аллипе хама ҫул ӑҫталла кайнине кӑтарткаланӑ хушӑра эпӗ ирӗксӗрех унпа киленсе, йӑпанса тӑтӑм. Эсӗ мана сӑмах париччен, пурте мана сӑмах париччен эпӗ каймастӑп… — Мисс, эпир сире нимле сӑмах та пама пултараймастпӑр, пирӗн тем пекех сӑмах парас килсен те. Елена сасартӑк икӗ аллипе те унӑн мӑйӗнчен ыталаса илчӗ. — Эсӗ мана хӑвӑнпа пӗрле илсе каятӑн вӗт? — Коля, эсӗ ан шиклен, — хавхалантарчӗ ӑна Гейка. Ман вӗсене пӑрахса канма май ҫук. Сасартӑк факел сӳнчӗ те тӑшман батарейи тӗттӗмре курӑнми пулчӗ. Джим, ман пата таз илсе кил, — терӗ вӑл. Пыратӑн ҫапла урампа, ӑнсӑртран икӗ извозчик калаҫнине илтетӗн, — пӗри тепӗрне калать: «Ав Ежов пырать! — Паллах юрать, йӑлт кала, — ирӗк пачӗ Озеров. Событи, ҫурӑлса каяйман бомба пек, ун патне хӑех кусса пычӗ. Тен — юри тӑвасшӑн мар? — Калӑр ӗнтӗ, Айртон, — терӗ Гленарван. — Мӗн калас тетӗр эсир? Варя ӑна ним чӗнмесӗр пулӑшать. «Ман хыҫҫӑн, Владимир Семеныч, ман хыҫҫӑн! Эпӗ вӗсенчен хӑрамастӑп та… Павел Петрович ак… Атте вара ытлашшипех иртӗхсе кайрӗ, ниепле те чарма ҫук ӑна. Вӑл кӗрмешни тата шаккани мана тимлӗ пулма чӑрмантарать. Адриан тӑрӑшсах ӗҫнӗ, питӗ савӑнса ҫитнипе вӑл темӗнле шӳтле тост та каланӑ. Вӑтаҫӗр Африка! — Эпӗ аташса кайрӑм, халӗ сӗм тӗттӗмре ларатӑп!.. Питех те сахал: 10-мӗшпе 17-мӗш ӗмӗрсенчи миссионерсемпе Сан-Паулу-ди-Луандӑран Сан-Сальвадор урлӑ тӑтӑшах Заира сӳрекен Португали купцисем каланине, унтан Ливингстон ҫулҫӳревҫӗ хӑйӗн 1853 ҫулхи Ҫулҫӳревӗ ҫинчен ҫырнине. Вӗлеретӗп!» — тетчӗ. Островнов Яков Лукич ӑна-кӑна ыйтса аптӑратмастчӗ, хӑратмастчӗ. Вӑл ҫакна лайӑх пӗлетчӗ: мӗн те пулин ыйтма тӳре килсен, Хопров пӗр кӗленче шурӑ эрехне кӑларса лартма кӑна мар, пысӑкрах ӗҫе тумасӑр тӑма та хӑяйрас ҫук. Эпӗ сан пекех пулма ӗмӗтленеттӗм, эсех пуласшӑнччӗ, эсӗ яланах пур ҫӗрте манран ҫӳлерех те вӑйлӑрах иккенне курса асапланаттӑм. Сирӗн ҫине-и? — ыйтрӗ вӑл, вӑрӑмми енне ҫаврӑнса, камран ыйтмаллине малтанах пӗлсе тӑрса. Доброволед-разведчиксем Вазуза урлӑ каҫмалли ӑшӑх вырӑн шырама кайрӗҫ. Унӑн пуҫне пӗтӗмпех сӑнлӑхсем ҫавӑрса илчӗҫ, картинӑсем нихӑҫан асран кайми, алӑпа хыпаласа туяс пек уҫҫӑн курӑнаҫҫӗ, анчах тепӗр чухне вӗсене хут ҫине ӳкерме йывӑр, йӗркесем тӗссӗр тухаҫҫӗ, вӗсенче вут-хӗм те, хӑват та ҫителӗксӗр, ҫакӑн пек чухне Корчагина творчествӑн йывӑрлӑхӗ тем териех асап кӳрет. — Иван Павлыч, хисеплӗ ҫыннӑм, каласа парӑр-ха мана тӳррипе, мӗнле ӗҫ пырать кунта? Хӑвӑрах пӗлетӗр-ҫке, сире Иван кнезь аҫӑрпа пӗрех вӗт. Вӑл мана тӳрех: «Игнат — хулана, халех! Ҫумӑр чӗреслетсе ҫӑвать, лагерьти пурнӑҫ минутсерен хӑрушланса пырать. Ну? — тесе хуратчӗ. Ҫак кайӑксен юрпа нӳрелнӗ тӗкӗсем, курӑксене сӗртӗнсе, армутисен тата хура армутин йӳҫӗк шӑршине сараҫҫӗ. Ку вӑл — ҫиелтен ҫапла, анчах ҫав тӗксен ӳт ӑшне ҫурри таран тирӗнсе ларнӑ тӗксӗм кӑвак шӑммисенчен вара ӑшӑ та тӑварлӑрах юн шӑрши кӗрсе тӑрать… … — Гуд-Гюра ятлӑ ту. Унӑн тӗссӗр, типсе ларнӑ тутисене амӑшӗн савӑнӑҫ кулли хускатса илчӗ… Атту мана та мӑйӑрлӑх ҫакланатчӗ-вӗт. — Ҫапла каларӗ те Павел хӑйӗн сивӗ ывӑҫ тупанӗпе нимӗнле мар пулса кайнӑ хӗрӗн аллине сӗртӗнсе илчӗ. Вӗлер ҫапса — пурпӗрех пӗр вилӗм: капла та, выҫӑпа та. Лайӑххи ҫеҫ аванни аса илсе пырать — Королева Марго тата хӑйсем тӗрӗссипе ӗмӗр манмалла мар: — Юрра ҫеҫ илемлех кирлӗ. Тен, ӑна та, вилесем хушшинче ҫаврӑнса ҫӳрекенскере асӑрхарӗҫ те пулӗ, ӑҫтан та пулин — чӑрӑш тӑрринчен-и е йывӑҫ тӗмӗсемпе юр кӗрчӗсем хыҫӗнчен, — ӑна партизансен разведчикӗ сӑнать пуль, тен. — Нимӗнле упӑшка та кирлӗ мар мана. Хулара пӗр Эдуард Гленарванӑн яхти ҫинчен ҫеҫ сӑмах тӑрать, ҫавӑнпа та ытти пароходсен капитанӗсем хӑйсене кӳрентернӗ пек туйма пуҫларӗҫ. Халӑх куҫкӗретӗн мӑшкӑланине кура, пуринчен те ытларах «Шотланди» пароходӑн капитанӗ Бертон пӑшӑрханать, ҫитменнине тата унӑн ытарма ҫук парохочӗ. Калькуттӑна кайма хатӗрленсе, «Дунканпа» юнашарах ларать. Тӑсланкӑ Джон хӑех ответлерӗ: — Эпӗ вӑл, сэр. — Чеескер-ҫке, — терӗ Ерошка мучи, ахаль стаканран хӑйӗн чейне ӗҫсе ярса. Халь ман ывӑл ҫук чухне вӑл маншӑн тата хаклӑрах. Лукашка васкамасӑр йӗплӗ хулӑ тӗмӗсен чӑтлӑхӗнче, фазансен сукмакӗ ҫинче, фазансене ҫаклатмалли серепесем хурать, вӑл пӗр юрӑ хыҫҫӑн тепӗр юрӑ юрлать. — Факт! Хӑв мӗн сӗннине каласа пар. — Хӑтасем яратӑп, яратӑпах, сад пахчисене анчах пуҫтарса тирпейлеме пар, сан патна пуҫ тайма килӗпӗр, — тет Лукашка амӑшӗ. Хурала ӗнерхи пекех икӗ хут вӑйлатрӗҫ. Малалла каймалли ҫӗнӗ меслете сӑнаса пӑхмалла пулчӗ. Хӗрарӑм ӑна пӗлӗш хӗрарӑмӗсене кӑтартнӑ; пурте художник портрета хӗр пекех тума, ҫав вӑхӑтрах ӑна илемлетсе, ӳкерме пултарнинчен тӗлӗнчӗҫ. Ун пек ӗҫре хамӑр та кӑштах пултарма кирлӗ-ха, — сӑмах хушрӗ Иван Остен. Августра ӑна мастерскойсен коллективӗ, ҫамрӑксен организаторӗ пулнӑ пирки, ремонт туса ҫӳрекен поездпа Екатеринослава ячӗ. Хӑйӗн хура ҫуначӗпе вӑл пӗр-ик хутчен авӑсса илет те каллех ниҫталла хускалми ҫунатне сарса тытать. Нагульнов чӗнмерӗ, вӑл тӗплӗ шухӑшласа пӑхмасӑр калаҫма юратмасть. — Выҫӑ вӗсем манӑн, — терӗ амӑшӗ. Азов тинӗсӗ хӗрринче чухӑн пулӑҫ ҫемйинче ҫуралса ӳснӗ ача вӑл мар, эпӗ хам тейӗн ҫав. Халӑх шавла пуҫларӗ, пурте кула-кула тишкерме тытӑнчӗҫ. Мӗншӗн, пӗлместӗп. Лозневой чикарккине васкамасӑр мӑкӑрлантарать. Ӑҫта-ши Иван Иваныч?.. — Ӑнланатӑп, ӑнланатӑп, синьора Грассини мана эсир ытти кирлӗ ӗҫсенчен пушанаймастпӑр тесе каланӑччӗ. — Мур илесшӗ! — терӗ вӑл, алӑк ҫинелле тата тепӗр хут вӑрттӑн пӑхса илсе. — Тӑваттӑ пулас, — терӗ Володя. Каҫ пулнӑ тӗле Дубцов бригадине ҫитетӗп, Куприяновна мана каҫхи апат ҫитеретех, ҫӗрле вара, сулхӑнпа, станицӑна ҫитетӗп. Акӑ — кӑвайт кӗлӗ, акӑ — таптаннӑ мӑк, — унта Аэлита улла юррине юрланӑччӗ. Хӑрах куҫлӑ Пахомий сыпкаласан хӑйӗн чӑнах та тӗлӗнмелле тӑнӗпе мухтанма юрататчӗ, еврей-ешиботник Талмуд пӗлсе тӑнӑ пек, вӑл хӑшпӗр кӗнекесене аллинчи пӳрнине пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑратчӗ: кирек те мӗнле страницӑна пӳрнепе тӗкет те, ӑҫта пӳрне чарӑнса тӑрать, ҫав сӑмахран вара малалла ҫемҫе, сӑмса витӗр илтӗнекен сассипе пӗр пӑхмасӑр вулама тытӑнать. Ҫак вӑрман варринче инҫетрех такам юратса чӗнни илтӗннӗ пекех туйӑннӑран, вӑл чӗтренсе илчӗ. Епле пулсан та, вӑл индеец та, испани ҫынни те мар. Эпӗ компаса тытса силлесе пӑхрӑм, унӑн нимӗнле пайӗ те пӑсӑлман. Калаҫҫӗ: кай ӗне сума, — шӑла ҫыртатӑп та пурпӗрех каятӑп! Аркадий ун патне тухрӗ. Унпа юнашар икӗ юланут: пӗри сылтӑм, тепри сулахай енче. — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Уэлдон миссис ҫак пысӑк ачана лӑплантарчӗ. — Тӗтреллӗ курать. — Акӑ, Роберт, хӑвах куратӑн вӗт! — терӗ Гленарван. Вӗсенчен пӗри Эмиль; тепри — ҫӳллӗ те курӑмлӑ ҫамрӑк ҫын, кӑмӑллӑ пит-куҫлӑскер, ҫав тери илемлӗ Джеммӑн пулас упӑшки герр Карл Клюбер пулнӑ. Чӑннипе каласан, тепӗр ҫын ун вырӑнӗнче, шӑнана вӗлерес е хуса ярас тесе, пӗтӗм вӑйран хӑйне ҫамкаран шатлаттарнӑ та пулӗччӗ ӗнтӗ. Ҫаксем пурте ҫав кӗпӗрнере ытах та ҫӗнӗ япаласем пулнӑ. — Нигилист, — терӗ Николай Петрович. Апла эсир хресченсене те сутатӑр-и? — Ҫакна пӗлсе ҫирӗплетмеллеччӗ те ӗнтӗ, — мыскараҫӑлла хурланса каласа хучӗ Шубин. — Викентий атте, эпӗ шӑпах сирӗнпе ӗҫлесшӗн те. Вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫил унӑн ҫутӑ ҫемҫе ҫӳҫне тӑрмалакалать. Моряк марри те тӳрех паллӑ. Ҫапла, вунӑ утӑмран ытла та иртеймерӗ пуль, Марийка темӗне пула каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӑпах чарӑнса тӑчӗ. — Ҫынсене пулӑшни сиенлӗ пулать-и вара? — чӑрсӑррӑн ыйтнӑ Фома. Ҫитес эрнере манӑн уезда съезда каймаллаччӗ. Наука юнра чупакан темле лейкоцитсене, урӑхла каласан, ухмахла япаласене тупнӑ, ҫакна вара ӑнланайман. Епле ашкӑнать, ҫакса вӗлерме тивӗҫ этем! — терӗ вӑл малалла, аллинчи чулне ялкӑшакан куҫӗпе пӑхса. Чӑтма ҫук пӑчӑ, кантӑксем уҫӑ пулин те, лампӑсемпе ҫуртасем ним мӑчлатмасӑр ҫунаҫҫӗ. Анчах кирек мӗнле пулсан та, куҫ умӗнчи факт: алфавитри пур саспаллисенчен Динго иккӗшне ҫеҫ суйласа илет — «С»-па «В»-на. Вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ, вӑл Патерман ҫӗрӗ пачах та ҫуккине кӑтартса панӑ. Ҫурри тӗлӗрнӗ пек аташса выртса, вӑл тӳшек ҫинче хуҫкаланчӗ, шӑлӗсене шатӑртаттарса йынӑшрӗ, такама чӗнчӗ, такампа ятлаҫрӗ, темскер ыйтрӗ. Эсӗ пӗтӗмпех вӗрен те кала. Степан Бояркинӑн сӗтелӗ хушшинче пикенсех ӗҫлесе ларакан Яша ҫине хуйхӑллӑн пӑхса, вӑл тутине хурлӑхлӑн чалӑштарнӑ, пуҫне сулкаланӑ. Ҫынсене comme il faut пулаканнисем тата comme il faut пулманнисем ҫине уйӑрни енчен илсе пӑхсан, вӗсем ахӑртнех, иккӗмӗш ушкӑна кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем мана хӑйсенчен йӗрӗнтереҫҫӗ ҫеҫ те мар, пӑртак курайми те тӑваҫҫӗ, манра ҫавнашкал туйӑм ҫурални вӗсем comme il faut ҫыннисем пулмасӑрах мана хӑйсемпе пӗр тана хунинчен, ырӑ кӑмӑлпа ман хута кӗнинчен килет. Аялалла чуп, ман шлепкепе амазонкӑна илсе кил. Ку вӑл — тӑшманӑн ҫапса аркатнӑ эскадри шыва путать. Базаров, ларӑр ман ҫума, диван ҫине. Ку уншӑн ҫӗҫӗ кӑна мар, тем пек пысӑк пуянлӑх! Ӑҫтан кӳме илес. Вӑл Ванокана тупасси ытла йывӑрах мар, тет. Тепӗр кун ирпе тӑна кӗрсен, вӑл шыв патне упаленсе пынӑ та, хӑйне каҫма тытӑннӑ вырӑнтан пӗр миль ытлашшипех илсе кайнине курнӑ. Уйӑхӑн курӑнман тепӗр пайӗнче ҫынсем пурӑннӑ пулсан, пирӗн вӗсене шеллеме кӑна тиветчӗ: тӳпери нумай ҫӑлтӑрсем хушшинче ҫемҫе кӑвакрах ҫутӑпа илемлӗн ҫутатакан тулли Ҫӗр чӑмӑрне вӗсем нихӑҫан та кураймаҫҫӗ-ҫке-ха! Анчах унӑн тикӗт пек хуп-хура куҫӗсенче, пӗтӗм типшӗмрех те тӑпӑл-тӑпӑл кӗлеткинче темле чуна илӗртекен илемлӗх пурри палӑрать. — Сирӗн сывлӑхӑршӑн! — терӗ те Колчо, хӑйне сӗннӗ куркине тӗппи ӗҫсе ячӗ. Пирӗн ӗнтӗ ӑна пӗлме вӑхӑт! Ҫур сехет хушши вӗсем иккӗшӗ те пӗр сӑмах та калаҫмарӗҫ. Темиҫе кун хушши эпӗ коропкӑсемпе кӗнекесем килессине кӗтсе шутсӑр тертленсе пурӑнтӑм; юлашкинчен, кӗнекесем килсе ҫитрӗҫ, эпӗ вӗсене кладовойӗнче суйлама тытӑнтӑм, ман пата кӳршӗ приказчикӗ утса пыратчӗ те ӑна Псалтирь пама ыйтать. Эпир хамӑр сехӗрленӳ ҫинчен мӗн чухлӗ нумай каланӑҫемӗн, вӗсем ҫавӑн чухлӗ хытӑрах хӑйсен кӗтессинелле хӗсӗнеҫҫӗ. Вак утравсен ушкӑнӗ вӑл ырра пӗлтермест, эпир начар, путсӗр ҫынсемпе ҫыхлансан, пирӗн пысӑк хуйхӑ пулма пултарать; енчен вӗсен ӗҫне сӑмсана чикмесен, вӗсемпе вӑрҫмасан, эпир тӗтре ӑшӗнчен анлӑ ҫутӑ юханшыв ҫине тухатпӑр, урӑхла каласан, ирӗклӗ штата ҫитетпӗр, ӳлӗмрен пирӗн нимӗнле инкек те пулмасть. Ӑслӑ-тӑнлӑ пул. Ирхине вӑрансан вара кусем пиҫиххие ҫав вырӑнта тупайман. Ҫапӑҫу хаяр пулса иртмелле. Вӑл тӳрех хаҫат экспедицине кайса, сӑмсана хирӗҫ пулакан кашни ҫынах ӑна тытса ҫав минутрах хӑй патне ҫитертӗр е ҫийӗнчех вӑл ӑҫта пулнине пӗлтерме пултартӑр тесе, сӑмсан паха енӗсене кӑтартса пӗлтерӳ пичетлесе кӑларма шутларӗ. — Хреснатте ӑҫта? — ыйтнӑ Фома. Тулта автансем е кӑвакарчӑнсем ҫапӑҫаҫҫӗ пулсан, вӑл ӗҫе пӑрахса, ҫапӑҫу пӗтичченех ним чӗнмесӗр, ҫын каланине итлемесӗр чӳрече витӗр пӑхса тӑратчӗ. Епископат, пур революцисем пекех, хӑйне кирлине вӑйпа ирӗксӗрлес майсемпе туса пынӑ. Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем: «Вутсӑр-мӗнсӗр ҫула тухса каясси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук», — тенӗ. — Укҫине карта ӑшне хур! Анчах Квейс Лозневоя асӑрхарӗ ӗнтӗ. Эпӗ, акӑ, ҫӳлтисемпе те ҫыртса илме пултаратӑп, туршӑн та! Шыҫса кайнӑ алӑ сыппи ҫинче юнланнӑ пысӑк суран пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, пурне те пурӑнма ҫӑмӑлах мар. — Асту ӗнтӗ, эпӗ ҫӗрӗпех сана сӑнаса пӑхса тӑратӑп, — систерчӗ мана Валек. Тепӗр юпи те татӑлчӗ: аслӑк айккинелле тайӑлчӗ. Вӑл гимнастёркине турткаласа илчӗ те калама пуҫларӗ: — Каҫару ыйтатӑп, юлташсем. — Капиталпа-и? Луиза Пойндекстер хӑй пурнӑҫӗнче пуҫласа кӗвӗҫнипе асапланнӑ. Хӑш-пӗрисем, ҫависене пӑрахса, каялла ҫаврӑнса тарчӗҫ. Вӑл пӗрре те ҫар ҫынни пек курӑнмасть. — Ҫапла пулмалла ҫав, — хӗҫпе тивретнӗ пек мар. (Каллех кулни илтӗнчӗ, ку ӗнтӗ Воропаев шӳтлени тӗрӗс пулнине пӗлтерчӗ. — Хӑваласа ярӑр ку ҫамрӑк ачана! Николай Антоныч кашни премьерӑрах чи малти ретре ларатчӗ те пуринчен хытӑ ал ҫупатчӗ. Е Кораблев ку сӑмаха урӑхла ӑнланать-ши? Пӗр минут хушши чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн вӑл Артур куҫӗнчен хӑюллӑн пӑхрӗ. Николай ӑна пӳлчӗ: — Ун пирки ан пӑшӑрханӑр… «Итле-ха, Меджи, халь эпир иксӗмӗр анчах, кирлӗ пулсан, эпӗ алӑка та питӗреп, пире никам та курма пултараймасть, хӗр ҫинчен мӗн пӗлнине пурне те каласа пар-ха, вӑл мӗнле пурӑнать, мӗн тӑвать? — Ҫар летчикӗ-и? Калах-ха мана, Джо, тӳррипе кала, авалхи тусӑм, нивушлӗ эпӗ ӑна пуҫтарса хутӑм? — Боримечкӑпа Спиридонча хӑрах куҫли, эпир учительпе тепӗрне хуплатпӑр, — валеҫрӗ Остен. Пурте ӑнланмалла-и? Каҫхи сӗтел ҫине квас куркипе юнашар лартнӑ ҫурта тӗксӗммӗн ҫутатать, Увар Иванович ури вӗҫӗнче, вырӑн ҫинче, хуйха ӳкнӗ Шубин ларать. Эпӗ казаксен казармисене чупма тытӑннӑччӗ, — вӗсем Печерски слобода патӗнче ларатчӗҫ. — Тухӑр ӗнтӗ, монсеньор, пурте кайрӗҫ, — терӗ Гальмало, малалла утса. Ӑҫта пӑхнӑ унтах, пур ҫӗрте те, пысӑккӑн та пӗчӗккӗн мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗмсем, майӗпен ҫеҫ ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ те, тӗксӗм те хӑмӑр тӳпере шӗвелсе куҫран ҫухалаҫҫӗ. Анчах вӑл ман ҫинчен питех шухӑшласа чӑрманас та ҫук пек туйӑнать; Иван Кузмичӗ эпӗ ҫапӑҫни ҫинчен рапортсем пама кирлӗ тесе шутламарӗ. Артур пуҫӗ ҫинченех витӗнчӗ. — Тепӗр сехетрен, — ответлерӗм эпӗ. Ун пеккисене чышкӑпа ҫеҫ вӗрентмелле, — тет Павел, ҫиленсе ҫитсе. Унтан каллех пурте шӑп пулчӗ. Тавах, хаклӑскерӗм, юратушӑн, ҫакна эпир, Тӳпе ывӑлӗсем, манмастпӑр. «Чӑнах та тытӑнса пӑхас мар-и?» — тенӗ Лиза. Пӗрле ӗҫекенсем хавасланса калаҫнӑ хушӑра пуринчен ытла сунарта ҫӳрекеленисене тата индеецсемпе тӗл пулнисене асӑннӑ. Каланӑ, кӗртместӗп тесе. Манпа кӑштах калаҫкаласан, Ивин хӑйӗн ашшӗпе амӑшӗ килтех пулни ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗсем патне унпа пӗрле анма килӗшместӗп-и, тесе ыйтрӗ. — Хӑвӑртрах! Хӑвӑртрах, Ванюш! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Хир сыснисем вара унта! Пӗрисем, хӑйсем тарӑхнине пытарса, шӳт турӗҫ, теприсем, хӑйсене кӳрентерекен япаласене асӑрхамасӑр тӑма тӑрӑшса, ҫилӗ килнипе ҫӗрелле пӑхса тӑчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем, хӑйсем тарӑхнине пытармасӑр, сӑмахпа ҫеҫ хӗҫпӑшалланнӑ ҫынсенчен хӑракан администрацирен тӑрӑхласа кулчӗҫ. — Эпӗ, тен, аван мар… килӗшӳсӗр каларӑм пуль?.. Тулашӗнчен пӑхсан, еврейсем пурӑнакан кварталсем ирхи ыйхӑпа вилсе кайса ҫывӑраҫҫӗ тейӗн, анчах ҫуртсенче никам та ҫывӑрмасть. — Оперӑра кама вылятӑр ҫак эсир? — курӑк ҫине ларнӑ май ыйтрӗ Ольга. Упа уҫланкӑри малтан пӑши тӑнӑ вырӑна пырса чарӑнчӗ. Халӗ отряд Талькав кӑтартнипе пӗр ӗретпе пырать. — Сӑмах май кӑна каларӑм эпӗ ӑна, Николай Еремеич, каҫарӑр. Илеймен! Ну Корытовӗ те!.. Ача ӗнерхи кун старикпе апатланнӑ ҫӗрти ҫӑл патне ҫитсен тин лӑпланчӗ. Ку хутӗнче Тарӑ унпа килӗшнӗ пек, сӑмсипе фӑр! туса илчӗ, ун сӑмси ӑшне кӗл пырса кӗнӗ-мӗн. Темиҫе ҫын калаҫаҫҫӗ. Тултан пӑхсан, кунта лӑпкӑ. Иртен ҫӳрекенсенчен кашниех ҫак хӳме хыҫӗнчи ҫуртра пурте ҫывӑраҫҫӗ, тесе шутлама пултарать. Хам Молдавире пурӑннӑ чух Янкулеску хураха пурте вилнӗ тетчӗҫ, хаҫатсенче те вӑл вилнех тесе ҫырчӗҫ… Станца пуҫлӑхӗ пӗр вырӑнта чылайччен тӑнӑ, вара малалла уттарнӑ. Хуть те ҫуратса парӑр… Ыттисем харӑслатса хастаррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ. Вӑл вара хӑй ӑшӗнче темиҫе хут та: «Эпӗ Лантенака хӑтаратӑп», — терӗ. Кунта Бенедикт пичче хытса ларма ӗлкӗреймен йывӑҫ сухӑрӗ тупрӗ, — эппин, термитсем ӑна кӗлете илсе килни нумаях пулмасть. Нимӗҫсем йышӑнса илнӗ пӳртсенче мӗн пулса иртнисене Ольховка ҫыннисенчен нихӑшӗ те пӗлмен. Унта нумайӑшӗ, пукансемпе чӳрече янахӗсем ҫине ларнӑччӗ те, тӗлӗретчӗ ӗнтӗ. Вӗсене конвойпа паровоз патне илсе кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах комендант помощникӗ тепӗр паровоз валли машинист, помощник тата кочегар пулма ҫӗнӗ хушаматсем кӑшкӑра пуҫларӗ. Хисеплӗ ашшӗ ӳкернӗ картинӑсем ҫинче хӑй тавра ҫемйи ларса тухнине курма пултарать. — Ӑҫта ҫӗр выртрӑр? Сасартӑк мал пӳлӗмӗн уҫӑ алӑкӗ витӗр хамӑрӑн тарҫа Федора курах кайрӑм. О, мӗскӗн, мӗскӗн… Яков пӗррехинче, ашшӗпе Мирон яланхи пекех хирӗҫсе илнӗ хыҫҫӑн, Митя Мирона:— Хӑрушшипе йӗрӗнмеллине мӗскӗнлӗхпе пӗрлештерни вӑл — чӑн-чӑн вырӑс химийӗ! — тенине илтрӗ. Ҫавӑнтах йӑпатрӗ: — Анчах та — нимех те мар! Ку вӑл часах иртсе каять, пӗтет. Амӑшӗ Николай хӑйне хӗрхенсе пӑхнине курчӗ те, куҫҫульне чараймасӑр, макӑрса ярса, хыттӑн калама тытӑнчӗ: — Мӗн пулчӗ ку, чунӑм! Анчах халӗ вӑл малтанхи тактикӑпа усӑ курман. Ун патне Бег-Агамалов пычӗ, ӑна хулӗнчен тытса ҫавӑтрӗ. Вӑл вӑйне ҫав тери нумай ҫухатнӑ. Ытти чухне яланах ырӑ кӑмӑллӑ тимӗрҫ халӗ Давыдов ҫине хаяррӑн, ун вырӑнӗнче халӗ Яков Лукич тӑна пекех пӑхса илчӗ. — Эсӗ Таукӑна пӑрахатӑн-и вара? — тесе ыйтрӗ Паганель Талькавран. Шухӑш пӗр паллӑ ҫулпа кӑна ҫирӗп ӗненӳ пулса тӑрать, час-часах ку ытти ӑссене ҫав ӗненӗве тупма кирлӗ ҫулпа мар, пачах кӗтмен тата урӑхла ҫулпа пулать. Тренировка туса вӗрентекен шкулта госпитальсенчен тухнӑ лётчиксем вӗреннӗ, вӗсемсӗр пуҫне кунта тылран пынӑ пилотсем, ку таранччен граждански самолётсем ҫинче вӗҫнӗскерсем, ҫӗнӗ боевой машинасемпе вӗҫме хӑнӑхнӑ. Манӑн океана пит курас килчӗ. Мана хӑҫан та пулин ирӗке тухма пӳрнӗ пулсан, океан ҫеҫ хӑтарма пултаратчӗ. «Нимӗнле буркӑсем те, сиктӗрмеҫсем, Аламат-бексем, паттӑрсемпе усал ҫынсем те кунта ҫук, — шухӑшларӗ вӑл, — ҫутҫанталӑк епле пурӑнать, ҫынсем те ҫаплах пурӑнаҫҫӗ: вилеҫҫӗ, ҫуралаҫҫӗ, пӗрлешеҫҫӗ, каллех ҫуралаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, савӑнаҫҫӗ те каллех вилеҫҫӗ; ҫутҫанталӑк хӗвеле, курӑка, тискер кайӑка, йывӑҫа хунӑ улшӑнми условисене шутламасан, нимӗнле условисем те ҫук. Ӗҫсеттӗмӗр. — Ой-ой-ой! — хӑраса та тӗлӗнсе илчӗ Умрихин, хӑй мӗн каланине Андрей ҫапах та илтет пулӗ-ха тесе, вӑл аллине сулса тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑт параҫҫӗ-тӗк параҫҫӗ! Улпутӑн тем пысӑкӑш ҫуртӗнче вуникӗ пӳлӗм, эпӗ ҫавсенчен пурӗ те пӗрне, диваннӑй пулнӑскерне, ҫеҫ йышӑннӑ. Праскухинпа Нефердов тата темиҫе ҫын кӑна ҫитмест ӗнтӗ кунта, вӗсен ӳчӗсене ҫуса тасатса ҫӗре чикме те ӗлкӗреймен-ха, ҫапах та, халӗ ӗнтӗ кунта вӗсем ҫинчен аса илекен е шухӑшлакан ҫук та-и тен, ҫавӑн пекех ӗнтӗ, тепрер уйӑхран вӗсем ҫинчен, унчченех манса кайман пулсан, ашшӗ-амӑшӗсемпе арӑмӗсем те, ачи-пӑчисем те манаҫҫӗ. Шурӑхса кӑйнӑскер, пӑлханса ӳкнӗскер, вӑл алӑкран ура ярса пуссанах калаҫма пуҫларӗ: — Хаклӑ Давыдов юлташ, тархасшӑн пулӑш! Мужиксене илсен, вӗсем пӗрре ҫыхӗҫ, иккӗ, унтан мана ҫыхмалла мар, итлемелле иккенне пурпӗр ӑнланӗҫ. Анчах ҫав вӑхӑтрах хама ытлашши ӳстерсе каланишӗн ӳпкелесрен хӑтарас тесе, эпӗ тепӗр енне ытлашши сулӑнасран та хӑратӑп. Мӗн пур тавар ҫаврӑнӑшӗ халь патшалӑх, коопераци тата колхозсен аллинче. — Эх, Сёма, каҫса каясчӗ! Кашт каярах юлтӑн! Вӑл мана Никитски хапха патӗнчи ҫав тери пысӑк ҫурта, улттӑмӗш хутри аслӑ та ҫутӑ зала илсе килчӗ. Вилнӗ ҫынсене эпӗ нихҫан та кӳрентермен. Вӑхӑт ҫурҫӗр патнелле те ҫитнӗ пулмалла. Вӗсем юлаҫҫӗ пулсан, манӑн та юлас пулать. Мӗскӗнскер выҫӑ вилӗмӗпех вилсе кайнӑ. — Халь эпӗ пурне те уҫҫӑнах куратӑп. Акӑ ӗнтӗ, приказӑн юлашки сӑмахӗсем янраса кайрӗҫ: «Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫса вилнӗ геройсем ӗмӗр-ӗмӗр асра пулччӑр!» Унтан — боевой чӗнӳ: «Нимӗҫ захватчикӗсене вилӗм!» тени илтӗнчӗ. Анчах палатӑра пурпӗрех шӑп пулчӗ-ха. Вӑл амӑшне аллинчен ачашшӑн, анчах ҫирӗппӗн тытрӗ те алӑк хыҫне илсе тухрӗ, унта вара хуллен кӑна:— Эпӗ сире кӑларса янӑшӑн эсир ан кӳренӗр! Ҫакӑн пек ҫуллахи тӳлек каҫсенче пӗтӗм ҫамрӑк урамра. — Эпир пурте турӑ аллинче, падре. Пурте пулма пултарать. Эсӗ ху кӗпер ҫинче мӗн туни ҫинчен каласа пар-ха. Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра такамӑн вӑйлӑ алли ун лашине чӗлпӗртен ярса илчӗ. Унтан вӑл ҫав меслетпех хӑйӗн юлташӗпе паллашма шут тытрӗ: сулахай аллипе хӗрачана хулпуҫҫинчен тытса, сылтӑммипе унӑн ҫӳҫне, куҫ хӑрпӑкне хыпашлама пуҫларӗ, пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт шутарса, хушӑран чарӑнса, палламан сӑна тимлӗн тӗпчесе пичӗ тӑрӑх ҫӳретрӗ. Ун менелникӗнче мӗнешкел бал пулнине курасчӗ сан! Ниме тӑман япала пӗтӗмпех. Апатланмалли пӳлӗме ҫӑра шӑтӑкӗ витӗр пӑхрӑм: виле ҫинче ларма юлнисем пурте тенкелӗсем ҫинчех ҫывӑраҫҫӗ. Рассӑлла хирӗҫӳ — вӑл ҫаплах-ха ӗнтӗ, анчах ытти вара… Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Макар тараса умне ҫитсе тӑрсан, ӑна ҫынсем ним тума, ним калама аптӑранипе шӑпӑртах пулса кӗтсе илчӗҫ. Жаркий унта «хӗрӗх улттӑн» панӑ заявление хирӗҫ вирлӗ сӑмахсемпе тухрӗ. 1829 ҫулта акӑлчансен «Джулия» ятлӑ бригӗ шӑпах ҫак вырӑна ҫитсессӗн путнӑ. Малтанласа эпӗ урӑх Ромашов мар-и, терем, пӗр хушаматлӑскер мар-и, терӗм. Долинникӑн юлашки сӑмахӗсем Павела пӗтӗмпех ӑнлантарса пачӗҫ: Долинник — хамӑр ҫын. Ҫирӗппӗн, хӑйӗнчен хӑй кӗтмен вӑйпа хыттӑн ярса тытрӗ Ромашов Бек-Агамалова ал сыппинчен. Ӑна хӑпарма йывӑр пулмарӗ. Ушкӑн варринче, ҫунаттисене саркаласа хурса, икӗ автан утса ҫӳреҫҫӗ, пӗри — хӗп-хӗрлӗскер, тепри — хура куракӑнни пек симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатакан йӑмӑх-хура тӗклӗ. Стена ҫумӗнчен пилӗк-ултӑ утӑм хӑпсанах пӗрене татӑк иккенне ниепле те асӑрхама ҫук, стени те хыҫалти-ҫке — кам тӗсесе пӑхса ҫӳретӗр ӑна. — Ҫаплах ҫӳретӗп. — Эпӗ сире ӑнлантарас тесе мар. — Аксель, — терӗ мана Гретхен, — эпӗ опекунпа вӑрахчен калаҫрӑм. — Ха, ҫӑпан, сиксе тухрӑн-им? Вара мана хамӑн курма пӳрнинчен ниепле те хӑтӑлма майӗ ҫук пек туйӑнчӗ. — Тем пек тавтапуҫ сана, Соколов! Страна моя, Москва моя, Ты самая любимая! Мана эсир мар, урӑххи кирлӗччӗ. Ҫуна тупанӗсем кӑчӑртатаҫҫӗ, магазинсен алӑкӗсем шалт та шалт тутараҫҫӗ, кукӑль, сбитень сутакансем кӑшкӑраҫҫӗ, анчах ҫын сассисем савӑнӑҫлӑн мар, ирӗксӗрле янӑраҫҫӗ, вӗсем пӗрпеклескерсем, вӗсене хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитетӗн те сисме пӑрахатӑн. Капитан Чеслов хӑй машинине уҫланкӑна илсе тухнӑ. Эс ӗнте апла — авӑрлансах тӑр!.. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче! Ҫулпуҫӗ пурне те саламланӑ, унтан хӑйӗн чултан тунӑ пысӑк чӗлӗмне тапак тултарнӑ та, ӑна чӗртсе пӗрре ӗмнӗ хыҫҫӑн юнашар ларакан хӑнине панӑ. Юратмастӑп эпӗ… — Вӑл, каласа пӗтереймесӗрех хапха патнелле утса кайрӗ, утнӑ май вӑл мӗнпур килме пултаракан ҫырусемпе телеграммӑсене Воропаев кунта ярса пама ыйтнине хирӗҫ ответлесе, пуҫне сула-сула илчӗ, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Вуннӑ ҫитесси шӑп вунӑ минут юлсан, лагерьтен пиллӗкмӗш рота тухрӗ. Темиҫе ҫултан эпӗ Стифансонӑн «Тарават Арктнка» ятлӑ кӗнекине вуласа тухрӑм, вӑрах вӑхӑт ҫывӑрмасӑр пурӑнни сиенлӗ иккенне туйса илтӗм. Кунта ӗҫ пур енчен илсе пӑхсан та паллӑ пек туйӑнать… Пӗрре, Маякинсем патне пырсан, Любовь ӑна сад пахчине уҫӑлса ҫӳреме чӗннӗ, вара садра, унпа юнашар утса пынӑ чух, хӗр, пит-куҫне йӳҫӗхтеркелесе:— Мӗншӗн эс ҫакӑн пек мукка, нихҫан та нимӗн ҫинчен те калаҫмастӑн? — тесе ыйтнӑ. Эпӗ — хитре, пит тӗреклӗскер; тен, пӗр-пӗр купец майрине, тӑлӑх хӗрарӑма кӑмӑла кайӑп-и! — Ҫапла, мӗн тӑвас пулать манӑн? Пуринчен ытларах кӳршӗри хӗрарӑмсем пычӗҫ, казаксем сахал пулчӗҫ. Генерал ун ҫине куҫлӑх урлӑ пӑхса: «Кхм!» тесе мӑкӑртатса илчӗ те вӑл мӗнпе выляни ҫинчен ыйтрӗ. Вара няня чупса пырса мана чашӑкран туртса кӑларчӗ. Анчах эпӗ икӗ пинта яхӑн хӑйма ҫӑтса яма ӗлкӗртӗм. Ун тавра халӑх пухӑнчӗ, ӑна лӑплантарма тӑрӑшаҫҫӗ, вӑл лӑпланасшӑн мар; кӗҫех пӗр сехет ҫитет, хӑвӑртрах киле каймалла теҫҫӗ ӑна. Вӑл мана тӳсме ҫук ирсӗррӗн туйӑнатчӗ, ҫавна сиссе пулас, мана тӗрлӗ япаласемпе хӑратса, ӑраснах киленсе асаплантаратчӗ: эпӗ лавкана пырса кӗнӗ чух унӑн тӗрӗс пичӗ йӗлпӗрсе каятчӗ, вара вӑл кӑмӑллӑн ыйтатчӗ: — Парӑмна илсе килтӗн-и? — тетчӗ. Аппарат хӑвӑртлӑхӗ, ҫавӑн пекех унта ларса пыракансем те синкерлӗ чикке ҫитессе малтанах пӗлсе, — ун чухне чӗре таппин хӑвӑртлӑхӗ, юнпа ытти сӗткен ылмашӑвӗ, ӳтре пурнӑҫӑн мӗн пур ритмӗ палӑрмаллах улшӑнмалла, — ҫаксене малтанах тӗшмӗртсе Лось жироскопсенчен (аппаратра вӗсем иккӗ) пӗрин хӑвӑртлӑх шутҫине бак кранӗнчен электричество провочӗпе сыпӑнтарса хучӗ; баксен кирлӗ вӑхӑтра кислородпа аммиак тӑварӗсен пысӑк калӑпӑшне кӑларса ямалла. Ӗҫе вӑл питӗ хӗрсе тытӑнчӗ, хӑй те хӗрелсе кайрӗ, сӑмсине те, ҫӳҫне те пӗтӗмпех ҫӑнӑхпа варласа пӗтерчӗ, анчах ҫак ӗҫ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, вара вӑл чустине стаканпа касасшӑн пулмарӗ, кивӗ чернил кӗленчипе касса, ҫаврӑм-ҫаврӑм мар, улт кӗтеслӗ ҫӑлтӑр пек касма пуҫларӗ. — Вӑрман ҫунать! Вӑрман ҫунать! — кӑшкӑра пуҫларӗҫ лагерьте. — Вӑхӑт мӗнле улшӑнса пырать! — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ. Пур ҫӗрте те пурнӑҫ вӗресе тӑрать — шыв тӗпӗнче те шыв ҫийӗнче те. Йыттине хӑйне пуҫтармалла. — Ну, земляк, савӑнтартӑн эс мана! — Эсир чирлӗскере ҫакса вӗлерме шутламастӑр пулӗ вӗт? — Эсӗ текех пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, Павка, хӗҫпӑшалпа выляма юрамасть, ӑнлантӑн-и? «Дункан», пассатсен зонинчен аяларах пырса, ҫула май вӗрекен хӗвеланӑҫ ҫилӗсен юхӑмне лекрӗ. — Сплошной тӗттӗмлӗх, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн счетовод, ҫулланнӑ казак, ӗлӗк полк писарӗ пулнӑскер. Малтанах эпӗ сана унӑн сӑн-пичӗ пирки ҫырса пӗлтерем. Пӗтӗм, пӗтӗм этемлӗх каларӗ вӗт-ха: юн тӑкма килӗшместӗп, — терӗ. Кам кайӗ вара ун чух хӗҫпӑшалпа та хӗсӗрлӳпе? — Мӗскер вара, Вудли кукка? Пӑхӑр-ха ман ҫине, Феничка (вӑл ӑна кун пек пуҫласа чӗнчӗ…) — Тӗлӗнмелле, питех те илемлӗ! — тесе хавассӑн кӑшкӑрать пичче. Лаша ури сасси ҫеҫ тата тикӗтленме ӗлкӗреймен е ҫӗрлехи тӗттӗмре лайӑх сӗреймен кустӑрмасем чӗриклетни ҫеҫ кӑшт илтӗнет. — Вӗсем патне тӑтӑшрах ҫӳрес пулать, — астутарчӗ ӑна Берсенев. Акӑ сире ман алӑ, перчеткесӗр, сылтӑмми, ӗҫ тумалли. Закон божи малтанхи урокӗнчех, пуп пукан ҫине ларса ӗлкӗрнӗ-ӗлкӗрмен, Павка аллине ҫӗкленӗ те, калама сӑмах илсе, ура ҫине тӑнӑ. Колчо садалла кӗрес тесе ярса пуссанах Рада хӑраса кайрӗ те хыттӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ:— Колчо бай, Колчо бай, тетӗп, чим-ха! — вӑл ун патнелле чупса та кайрӗ. Бекки хӑй Том ытамӗнче макӑрнине астуса илнӗ. — Пӗр ботинкине? Вӗсем Среднегорск сӑрчӗн хысакӗ тӑрӑх иртрӗҫ, Богдан тӑвӗн юппипе кайрӗҫ, Белештицӑ ҫырми шӑпах ҫавӑнтан пуҫланать. Сире шантарсах калатӑп, ҫитес вӑхӑтсенчех тинӗс ҫинчи чӑн-чӑн кашкӑр ҫурине Грант капитан аллине паратӑп эпӗ. Ҫакӑнта пухӑнса, кӗрлесе тӑракан этемсемпе машинӑсем тата повозкӑсем, вӑрмантан тухма пӗр ҫул ҫеҫ тупнӑ пек, пурте, ҫине тӑрсах, каҫӑ патнелле туртӑнаҫҫӗ. Тепӗр чухне ӑна ҫакӑ тарӑхтарать: ютран мӗнле те пулин живописец, француз е нимӗҫ, килет те хӑш-пӗр чухне живописец мар пулсан та, хӑйӗн хӑюллӑхне тата куҫа шартаракан картинӑсем ӳкернине пула халӑх хушшинче хӑйӗн ҫинчен ырӑ сӑмах сарать, пӗр самантрах нумай укҫа пуҫтарать. Лашасем кӗҫӗннӗ, кайри урисемпе тапӑртатнӑ. Япаласем тиенӗ темиҫе лаши айккинелле пӑрӑнса чупнӑ, салтӑннӑ тюксене курӑк ҫине ӳкерсе хӑварса тӳрем вырӑн тӑрӑх чупнӑ. — Кусем вӑйлӑ иккен! Артиллерист пулнӑ май, эпӗ ҫакна татӑклӑн ҫирӗплетсе калатӑп! — Мӗн тӑватӑр эсир? — Ӗнер ирхине, мистер Гокинс, пирӗн пата доктор Ливси шурӑ ялавпа пычӗ. — Ҫапкаланса ҫӳреместӗп эпӗ, сэр, пӑрахут ҫинчен тухса ӳкрӗм. — Сӗмсӗр эсӗ, туршӑн та, сӗмсӗр ҫын! «Хӑйӗн митингӗсенче сассине ҫухатнӑ, йытӑ! Феничка тӑчӗ. Ҫутатакан хуртсем вӗҫеҫҫӗ тесе калӑн. Ют ҫӗр ҫынни пулсан, паллах, ҫапла та шухӑшланӑ пулӗччӗ, анчах Талькава вӑл улталама пултараймасть: вӑл мӗнле тӑшманпа тӗл пулмаллине ӑнланчӗ. — Шел, эпӗ унӑн куҫӗсене чавса кӑлармарӑм… вӗсем кунта нумаях та пулмасть ҫеҫ ҫӳрев. Эпӗ кӗме пикенсен алӑка питӗркӗчпе питӗрнӗччӗ. — Вырӑнӗ аван кунта, — терӗ Олейник, юнашар тӑрса. Ҫӗр ҫӑтасшӗ, ҫакнашкал хӑрушӑ мерекке эпӗ ӗмӗрне те курман! Пушӑ савӑт ҫине айӑпа кӗнӗ пек пӑха-пӑха, Гаррис, Светланӑна паллӑсем парса, татах эрех ярса пама ыйтать. Кукленсе ларнӑ имӗш те пуҫне, шухӑша путнӑ пек, чӗркуҫҫийӗ ҫине хунӑ, пӑхаҫҫӗ — чунӗ ҫук та иккен хӑйӗн, вилнӗ… — Унта закон ытларах! Курмашкӑн пӗр вунпилӗк ҫын пек пуҫтарӑнса тӑчӗҫ; хашкаканскерсем, савӑннӑ пекле пулнӑскерсем, вӗсем шӑтӑк тӗлӗнче ҫавӑрӑнкаласа, ун тӗпнелле пӑха-пӑха илетчӗҫ; тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑл пирӗн урамри чиновник, эпӗ ӑна пӗлетӗп! — терӗ. Ӑҫта? Юлашкинчен вӑл:— Чӑнах та шӑлах-и? — тесе ыйтрӗ. Вӑл мана: «Тӑхта-ха, кӑшт шухӑшлама пар», — терӗ. Тӳпе таса та тӑрӑ, таҫта ҫӳлте-ҫӳлте, пӗлӗтсем пӗр-пӗринчен иртсе каясшӑн пулнӑ пек васкаса юхаҫҫӗ. Профессор чӑтаймасӑр пӑшӑрханать, унӑн шухӑшӗ ытла та ерипен пыракан поездран иртсе малта чупать. — Асh, lassen Sie, Карл Иваныч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, куҫҫуль юхтарса, пуҫа минтер айӗнчен кӑларнӑ май. Чӑнах та, кун пек панорамӑна тата ӑҫта та пулин курма тӳре килӗ-ши: пирӗн умра аялта Койшаур айлӑмӗ сарӑлса выртать, ун урлӑ Арагвӑпа тепӗр пӗчӗк шыв икӗ кӗмӗл ҫип пек тӑсӑлаҫҫӗ; шупка кӑвак тӗтре, ирхи хӗвел ӑшшинчен сирӗлсе, ҫывӑхри ту хушшинелле шӑвать; сылтӑмалла та, сулахаялла та юрпа та йывӑҫ тӗмӗсемпе витӗннӗ ту тӑррисем пӗр-пӗринчен ҫӳллӗ курӑка урлӑ каҫаҫҫӗ, инҫетре акӑ ҫав тусемех, — анчах пӗрре те пулин пӗр евӗрлисем пулинччӗ, — вӗсен юрлӑ тӑррисем ҫав тери хаваслӑ, ҫав тери ҫуттӑн хӗрелсе ялкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа ӗмӗрлӗхех ҫакӑнта пурӑнма юлас килсе тӑрать; аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗтӗнчен хӑнӑхнӑ куҫ анчах уйӑрма пултаракан тӗксӗм кӑвак ту хыҫӗнчен хӗвел якӑшт ҫеҫ курӑнчӗ; хӗвелрен ҫӳлерех юн тӗслӗ хӗрлӗ ярӑм пур, ман юлташ ҫавна уйрӑммӑнах тинкерсе пӑхса илчӗ. — Хытах ыратать-им сан? Вӑл ӑҫтанне ыйтмашкӑн та, мӗншӗн ҫавӑн пек тумланнине пӗлме хӑяймарӑм ӗнтӗ, анчах пит хӗрхенсе пӑрахрӑм, чунӑм та пӑшӑрхана пуҫларӗ. Дымовпа Кирюха шывра нумай пулнипе кӗренленсех кайнӑ, вӗсен сассисем те тытӑнса ларнӑ, апла пулин те хӑйсем пулӑ тытма хаваспах пуҫӑнчӗҫ. Ярмӑркӑра ҫав тери нумай шӑкӑр-макӑр теттесем умӗнче тӑракан пӗчӗк ачанни пекех сапаланса кайнӑ ун куҫӗсем, тутисем ытла та уҫҫӑн, ачалла йӑл кулса тӑраҫҫӗ, ҫак пӗр чалӑш ҫӳлӗш Любишкин атаманеца тепри ача тесе пуҫӗнчен ачашласа илнӗ пулӗччӗ. Пуп тӗлӗнсе каять вара. — Ҫук, эпӗ мар. — Ҫапла, кӑна Флинт алӑ пуснӑ, иккӗленмелли ҫук, — терӗ пӗри. — Владимир, — пӑлханнипе пӑшӑлтатарах селӗппӗн каларӑм эпӗ, ура ҫине тӑрса. Баймакова, Никита ҫине хӗрес хурса, ӑна ҫамкипе питҫӑмартинчен виҫӗ хут чуптурӗ те темшӗн макӑрса ячӗ; Сӳтӗлсех кайрӗ вӗт этем. Кунтан хамах тухасса шанмалли те ҫук. Ҫак тӑрпалтай, — терӗ вӑл малалла, улакан актер ҫине веер вӗҫӗпе кӑтартса — (лешӗ килти учитель рольне вылянӑ): хамӑн ҫамрӑклӑха аса илтерчӗ мана: эпӗ те учителе юратса пӑрахнӑччӗ. — Пӗчченех, Колчо бай, — терӗ Рада, куҫҫульпе пӳлӗнсе. Ерофей Кузьмич тӗлӗнсех кайрӗ: «Неушлӗ вилӗме сисет? — Пит те пултарать. Хӑш чухне ҫаврӑнса килет те вара — юри шухӑшласа та кӑларас ҫук! Ҫапла эппин, сирӗн укҫи ҫумра пулсан, ыттине тупӑпӑр — хутне тата перопа чернилне хӳшӗре тупӑпӑр. Уҫӑлса ҫуталнӑ тӗкӗрӗн ҫуррине такамӑн ҫурӑмӗ хупласа тӑрать. Салтака хирӗҫ тӑрса ҫӗнтерейӗ-ши Таня? — терӗмӗр хамӑра хамӑр. Вӑл сулахай енне, Танис чиркӗвӗ ҫине пӑхса илчӗ. Унта та ҫавӑн пекех. Нумайччен шалта капланса тӑнӑ хаярлӑхӗ юлашкинчен тула тапса тухрӗ: — Кашнин хӑйӗн черечӗ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл урса кайнӑ ҫилӗпе, чӳк парни хӑйне ытла та лӑпкӑн тытнине курса. — Эсӗ арҫурине курнӑ-и мӗн? — терӗ Федя. Кралич витӗрех йӗпенчӗ; ҫиҫӗм ялкӑшни ӑна курми турӗ, аслати кӗрлени илтми турӗ, хӑй ҫапах та ҫулне-мӗнне уямасӑр, тӗмсем витӗр сӑтӑрӑнса, йывӑҫ хӳттипе те пахчасем тӑрӑх ирте-ирте ҫаплах ҫумӑртан пытанмалли хӳтӗ тупаймарӗ. Ялти чи хӗрринчи ҫурт патӗнче тӑрнанни пек вӑрӑм та хытанка ураллӑ хӗрарӑм, аялти кӗпипе ҫеҫ юлнӑскер, алапа тем аллать; али витӗр тухакан шурӑ тусан юлхавлӑн анаталла вӗҫет. — Ҫук, манӑн арӑм вӑл? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Кара-Тете. Кӑна лайӑх ӳкерсе кӑтартас пулать: вӑл уйӑх ҫутинче лӑпкӑн ҫӗкленет, унӑн хӗр тусӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ… Кил хуҫи арӑмӗ ухват тытрӗ те, пӗр минут хушши тенӗ пек, ҫунакан вут ҫинелле ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Эпӗ пит хурланнипе тата тӗлӗнсе хытса кайнипе пӑрахса утаймастӑп, — мана кукамай йӑмӑкӗн:Хӗрарӑм вӑл — вӑй, Ева турра хӑйне те улталанӑ, тенӗ сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ. Амӑшӗ пӗр хушӑ шарламасӑр тӑчӗ те йӑл кулса:— Нимех те мар! Хуллен-хулленех ачасен ушкӑне умлӑн-хыҫлӑн утса галерея тӑрӑх чӑнкӑ ҫӗртен аялалла анма пуҫланӑ. Вӑльт-вальт вылякан ҫурта ҫутисемпе ҫӳллӗ чул стенасем аран ҫеҫ палӑрнӑ. Ҫав ҫутӑ ҫӳлте, утмӑл фут ҫӳллӗшӗнче, тӳпе пек пулса тӑнӑ вырӑн патне ҫитиех палӑрса тӑнӑ. Пукан хыҫӗ хӑй курпунне ан кансӗрлетӗр тесе, пукана сӗтел ҫумнелле хӑрах аяккӑн лартса, вӑл пӗр стакан хыҫҫӑн тепӗр стакан пушатса, канлӗн чей ӗҫсе ларать, анчах сасартӑк ҫав хушӑра тӗтӗмлӗ пӳлӗмелле йӗри-тавра пӑхкаласа, сасӑсем ҫыхӑнусӑр шавланине итлеме пуҫлать, ура ҫине сиксе тӑрать те йӑпӑр-япӑрах тухса кайса ҫухалать. Каҫхине, апатланнӑ чух вара, Нина Капитоновна кинора мӗн курнине савӑнса каласа паратчӗ (ҫакӑн пек самантсенче ун пит-куҫӗнче Катя сӑнарӗ те пурччӗ), Николай Антоныч, унпа пӗрлех киноран таврӑннӑ пулин те, каласа кӑтартнине итлетчӗ. Эпӗ салтӑнмалли пӳлӗмре юлтӑм. Юрӗ… Эпӗ кунпа килӗшмерӗм: пире утрав ҫывӑхӗнчен ишнӗ пек туйӑнма пултарать, тӗрӗссипе вара каллех ҫав юханшывах лекетпӗр. Ҫав качча пурнӑҫ малашлӑхӗ пулать, ватти хӑй чунӗ вилӗмсӗр ӗмӗрлӗхе каясса пӗлнӗ пекех, ҫамрӑкки хӑй малашлӑхне чунтан шанса кӗтет. Чӳрече умӗнче, хуҫӑк авӑрлӑ кресло ҫинче, аллӑсене ҫывхарнӑ хӗрарӑм ларать, — ҫӳҫне тирпейлемен, чипер мар, кивӗ симӗс платье тӑхӑннӑ, мӑйне улача гарус косынка ҫыхнӑ. Ан шыра. Совет ҫыннисен пӗчӗкҫӗ уйӑхне пур ҫӗрте те вырӑсла лайӑх сӑмахпа спутник теме пуҫларӗҫ, ҫав сӑмаха вара халь мӗнпур тӗнчери пысӑк ҫынсемпе ачасем те ӑнланаҫҫӗ. Ашшӗ «хӗл каҫнӑ». Пирӗн пӗр чашӑка мӗнле пайлас-ха? Шубин пуҫне усрӗ. Эпӗ хам туятӑп: питех те чӑнкӑ анса каякан галерея тӑрӑх, тухарах тӑракан вырӑнсене лексе, аялалла ярӑнса анатӑп иккен, манӑн пуҫӑм пӗр ҫивчӗ чула пырса ҫапӑнчӗ те эпӗ тӑна ҫухатрӑм. Мӗне пула-ха? Куна эпӗ ӑнланмастӑп. Ытти вӑхӑтра вара гасиендӑн ватӑ хуҫи, ҫирӗп шут тытнипе авланманскер, лӑпкӑн та пӗччен пурӑнса ирттернӗ. Унпа пӗрле хӑйӗнчен ватӑ аппӑшӗ ҫеҫ пурӑннӑ. — Ҫук-ха, анчах пӗтӗм хула — палӑк. Паян уйӑх ҫук. Лешӗ енчӗке ывӑҫ тупанӗ ҫине хучӗ те куҫӗ патне ҫывхартса пӑхрӗ. Унтан вӑл булавка кӑларса унпа енчӗке темиҫе хут тӗккелесе илчӗ. Ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем тӑрӑх ҫӑлтӑрсен «адресне» кӑтартма питӗ аван. Ҫерҫи пуҫ пек шултра юр ҫӑвать. — Граждански авиацире. — Турӑҫӑм! Каласа кӑтартнине йӑлтах итлесе пӗтерсен, ачасем тата ытларах мӑнкӑмӑлланса кайрӗҫ, хӑйсене хӑйсем геройсем тесе шутлама тапратрӗҫ. Лешӗ килӗшрӗ, анчах та ҫакнашкал условипе: туйсенче тунӑ пек, ӑна турилкке ҫине укҫа хурса памалла. Амӑшӗнчен вӑл ватӑ Нэн ҫинчен, хӑйӗн Геркулес тусӗ ҫинчен, Бат, Актеон, Остин тата хӑйне пӑрахса кайнӑ Динго ҫинчен ыйтрӗ. — Эпир Пенсильвани штатӗнче пурӑнакан ҫынсем, ирӗклӗ Америка гражданӗсем. Вӑл тӳлеккӗн калаҫрӗ, анчах унӑн кашни сӑмахӗ амӑшӗн пуҫӗ ҫине ӑнран кӑларса ямалла ҫапнӑ пек ӳкрӗ. Хӗрарӑм вӑйӗ ҫинчен вӑл татти-сыпписӗрех калаҫма пултаратчӗ, ҫавӑн пек калаҫнисемпе вӑл кама та пулин хӑратасшӑн пулнӑ пек туйӑнатчӗ мана яланах. — Мӗн ара эсӗ! Кирияк-эфенди суймасть ӗнтӗ.. Ҫаксене эпӗ пит хӑвӑрт турӑм, ҫур сехет те иртмерӗ пулӗ — эпӗ тӑшман флочӗ тӑракан гаване ҫитсе те тӑтӑм. Чӳречесем икӗ аршӑнта курӑнакан шурӑ стена еннелле тухаҫҫӗ. Вӗсемпе стена хушшинче пӗчӗк сирень тӗмми пур. Вӗсен тӗнне те никам та хисеплемест». Секретарӗн пӗри хут ҫине йӗрле пуҫланӑ. Ҫиҫӗм ҫиҫнисем пӳлӗме ялтлатса кӗрсе, ӑна тӗлӗнмелле ҫутӑпа тултарчӗҫ. Кичемрех сенкер куҫӗсене лӑпкӑн мӑчлаттарса, вӑл Артамоновӑн алӑк патӗнче чул пек хытса тӑракан ачисем ҫине пӑхрӗ, — вӗсем пурте тӗрлӗ сӑн-сӑпатлӑ: асли — ашшӗне пӑхнӑ, сарлака кӑкӑрлӑ, куҫхаршисем пӗрлешсех тӑраҫҫӗ, куҫӗсем пӗчӗкҫӗ, упа куҫӗсем пек; Диван ҫинче ҫывӑракан ҫамрӑк офицер ури вӗҫӗнче хулӑн туталлӑ ҫамрӑк докторпа нимӗҫ сӑнарлӑ артиллерист укҫа шутласа лараҫҫӗ, ҫывӑракан офицер ури ҫинех хӑпарса ларнӑ, тейӗн вӗсене. Ҫуркунне хӑй ҫинчен чӳречесен шуҫ карнизӗсем ҫине шултра тумламсем сапса тӑнипе те пӗрмай аса илтернӗ. — Наполеонла правило, батюшка, Наполеонла, — хушса хучӗ те Василий Иванович, — хӑй тузпа тухрӗ. — Хатӗр!.. — Тӳсесех пулать! — пат татса каларӗ те Дубцов, кашӑкне пуринчен малтан ярса тытрӗ. Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Ак ӗнтӗ уяр та сивӗ кун хӗрлӗ пӗсехеллӗ уйӑп, шукӑль тумланнӑ шляхтич пек, юр куписем ҫийӗпе уткаласа ҫӳренӗ май юр ӑшӗнчи тырӑ пӗрчисене сӑхкаласа илет, ача-пӑчасем пӑр ҫинче йывӑҫран тунӑ чӑмӑрккана пысӑк туйисемпе ҫапа-ҫапа хӑваласа ҫӳреҫҫӗ. Ашшӗсем ӗнтӗ, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр тенӗ пек, вӑхӑчӗсене кӑмака ҫинче выртса ирттереҫҫӗ, вӑхӑчӗпе ҫеҫ, чӗлӗмӗсене чӗртсе яраҫҫӗ те, тухкаласа ҫӳреҫҫӗ: е чапа тухнӑ шартлама сивве ятлаҫкаласа илеҫҫӗ вӗсем, е тата, уҫӑлмалла тенӗ пек, ҫенӗкре ҫапмасӑр тӑратса хӑварнӑ тырра ҫапма тухкаласа кӗреҫҫӗ. — Хи! Хи! — янӑрарӗ вӗсен хыҫӗнчен Марьяна сасси, ун хыҫӗнченех вырӑнтан хускалнӑ арба чӗриклетни илтӗнчӗ. — Вара, — терӗ Феничка: — унӑн ӗнтӗ тӑватӑ шӑл тухрӗ, халь акӑ каллех шӑлтунисем шыҫса кайрӗҫ. Кибиткӑна эпир виҫҫӗн: Марья Ивановна, Палаша тата эпӗ кӗрсе лартӑмӑр. Савельич ларчӑк ҫине вырнаҫрӗ. Хура, таса пӗлӗт хӑйӗн этем пӗлми илемӗшпе ҫӳлте-ҫӳлте курӑнса, этем шухӑшне илӗртсе, хӑй патнелле сулӑнтарать. Каяр, Галли, эпир кая юлма пултаратпӑр. Вӑл курӑк ҫине хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленсе ларнӑ та тем кӑшкӑрса, граната ҫыххине сулахай аллипе ҫӳлелле ҫӗклеме хӑтланать. — «Пирӗнпеле пӗрле пулнӑскерне, — юрланӑ хреснашшӗ, — ки-илӗр, чуптӑ-ӑ-вар», — чупту, Фома, чупту! — «тупӑка парӑнать, чу-улпа хупӑнать… Кирек епле тасамарлӑхпа та ман патӑма килеҫҫӗ… Ҫӗрлехи сӗм тӗттӗмре икӗ вут ҫутӑ ҫеҫ курӑнаҫҫӗ: пӗр вут ҫутийӗ ҫыран хӗрринче, шурлӑхра ҫунакан вут пулнине пӗлтӗм, ун патӗнче пиратсем ӗҫкӗпе иртӗхеҫҫӗ; тепӗр ҫути, чӑннипе илсен, манран хупланса тӑрать: ку ман еннелле пуҫӗпе ҫаврӑннӑ карапӑн корма ҫинчи чӳречинчен курӑнакан ҫутӑ пулчӗ. Хӑшпӗр чухне вӑл ҫын инкекӗшӗн савӑнса, аппӑшӗнчен ыйтатчӗ: — Мӗн, Акулина, кӗлмӗҫ пулса пурӑнатӑн? «Пур». Пӳлӗмрен вара унӑн янӑравлӑ сасси илтӗнчӗ: — Эпир халӗ пурнӑҫа пит лайӑх туйрӑмӑр, чӑн-чӑн пурнӑҫа, этемле пурнӑҫа туйрӑмӑр!.. Утасса сывӑ ҫын пекех утать, куҫӗсем те аван: пысӑк, ялан чӑрлаттарса пӑхаҫҫӗ тата кӑшт кичемрех пек курӑнаҫҫӗ. Хушӑран упа ҫурисене улпут ҫурчӗн кантӑкӗнчен курӑнмалла тӗле илсе тухнӑ, вӗсем ҫине ятарласах тӑрӑнмалла пӑта ҫапса тултарнӑ пушӑ эрех пичкисем кустарса янӑ. Пӑван ҫапла пӗлтерчӗ: Пизара кӑмӑл-шухӑшсем мӗнлине пӗлместӗп, эпӗ унта «канма» ҫеҫ кайрӑм, терӗ. — Ҫут хунара… нимӗн те курӑнмасть!.. Ҫавнашкал хытӑ туртса ҫыхни — ытла та тискер ӗҫ! Ҫумӑр тепӗр ик-виҫӗ эрне ҫумалла, уйрӑмах ҫӗрле, ҫакӑ вара тыткӑнрисен караванӗн ҫулне йывӑрлатакан тепӗр чӑрмав пулса тӑрӗ. Аван-ха, пурнӑҫ ун пек иртсе пырсан! — атту, тен, ватӑлнӑҫем, тимӗр тутӑхнӑ пек, асап та суран пуҫлансан… Вӑл каллех халь-халь ахӑлтатса кулса ярас пек тӑрать; кайран ӑшӗ каниччен кулас тесе, хӑнасем каясса чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ пек туйӑнать. Кусем пытанма ӗлкӗрнӗ икӗ хресчен, фермӑра юлнӑ пӗртен-пӗр чӗрӗ ҫынсем иккен. Вӗсем, ыйткалакан сассине палласа илсен, хӑюланчӗҫ те хӑранипе тарса пытаннӑ йӑвисенчен тухрӗҫ. Лукашкӑна вӑл хӑюллӑ пулнӑшӑн, казак ачине шывран ҫӑлса кӑларнӑшӑн, Урван тесе ят панӑ. — Атя, эпир сана авлантаратпӑр… — Барина ҫутатса кӗр-ха, — терӗ ӑна леҫник, — эпӗ тарантаса лупас айне кайса лартам. Эпӗ ӑна ӑнлантарасшӑн тӑрӑшатӑп та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен унӑн хӑйӗнсӗр пуҫне никам ҫине те шанмалли ҫук, хӑйӗн ӑсӗсӗр пуҫне никам ӑсӗ те ҫук. Наталья хӑйне чи йывӑр ӗҫе тӑратма ыйтрӗ, мӗншӗн тесен, ҫӑмӑл ӗҫ ыйтсан, ӗҫе илмесрен хӑрарӗ. Анчах ма эсӗ уншӑн хурланнӑ-ха? Вӗсем пурте ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ; священник кӗлтурӗ, хресченсем кӗлтурӗҫ, маркиз шухӑшларӗ. Телее пула, йӗри-тавра щельсемпе траншейӑсем те, блиндажсем те пур. — Ах, апла юрать-и вара! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те вӑл пахчаналла чупрӗ. Апла пулсан та, Воропаев ҫак калаҫма юратакан пуҫлӑха килӗштерме пултарайман туйӑмран ниепле те хӑтӑлма пултараймарӗ. Хӑйӗн упӑшкине вӑл ҫав териех юратнӑ. Маркиз аллине кӗсйине чикрӗ те тимӗр алӑка питӗрнӗ ҫӑраҫҫине шыраса тупрӗ, унтан пӗшкӗнсе хӑй тухса тарнӑ ҫӗр айӗнчи ҫулпа каялла утрӗ. — Эсир апла калатӑр пулсан, мӗнле йӑнӑш вара вӑл… Кусса ҫитет пулсан, — Ярила турӑ парнене йышӑннӑ пулать, ҫу хӗвеллӗ тата телейлӗ пулать. Эленпа Мэри Грант ун вырӑнӗ патӗнчен каймарӗҫ. Цирка ахаль кӗме май ҫук чухне эпӗ укҫа тӳлеме хирӗҫ мар, анчах пулчӗ-пулмарӗ тӑккаламастӑп. Полк командирӗ — пӗчӗк, ҫивӗч ҫын — кӑвак комбинезонӗн йӗмпӗҫҫисем айӗнчен курӑнакан ҫап-ҫутӑ атӑсем тӑхӑннӑскер, ҫирӗп урисем ҫинче юнашарах сулкаланса тӑнӑ. — Лайӑх юрӑ вӑл, ӑна лайӑх юрлама пӗлсен, санӑн шӑхличӳ мар. Вӑл вара аллуна иленет те сана ҫав тери юратакан пулса ҫитет, ҫывӑрма та пӗрлех выртать, самантлӑха та уйрӑлмасть, мӑюнтан ыталать, пуҫне ҫӑварна чикет. Вӑл нихӑҫан та укҫашӑн ҫапӑҫман, Хунтӑна кӗрсен кӑна, ҫак укҫа тупмалли ҫӑмӑл меслете пӗлнӗ хыҫҫӑн кӑна, вӑл ҫак ӗҫе тытӑннӑ. Кӗсменсене тӗкӗнмерӗмӗр эпир, пӗр сӑмах та чӗнмерӗмӗр, пӑшӑлтатса та калаҫмарӑмӑр, сывлама та хӑрарӑмӑр. — Ҫук ман ҫул хучӗ. Том вӑйпа тӑрӑшса йынӑшнипе ывӑнса та ҫитрӗ. Ыттисем пухӑнса ҫитессе кӗтсе тарас теменнисем пӗчченшерӗн туха-туха кайнӑ та пӗр сас-хурасӑр ҫухалнӑ. Хӑшӗсем чиперех ҫитсе вӑрмана вырнаҫнӑ. Тӗрӗссипе каласан, куҫса килекенсем вырӑна ҫитсен хӑйсен шанчӑкӗсем пӗтсе килнине сисрӗҫ. Ольга, килӗшмесӗр, пуҫне сулкаласа илчӗ. — Турӑҫӑм! — тӗлӗнсе аллине ҫатлаттарса илчӗ карчӑк. Гувернантка килет те: «Маdamе ӑҫта? хӑҫан таврӑнать? — тесе ыйтать. Тӑхӑр ҫул ӗнтӗ. О, мӗнлерех хаваслӑ пулнӑ ишӗлчӗк-аркану ҫинчи ҫав ӗҫкӗ-ҫикӗсем! Каснӑ-лартнӑ педагог ӗнтӗ! Акӑ Бекки ҫаврӑнӗ те ун хыҫҫӑн крыльцана тухӗ тесе ӗмӗтленсе, вӑл вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе алӑк ҫинелле пӑхкаларӗ. Суйлаччӑрччӗ мана судьяна, — вилнӗ ҫынна анчах тӳрре кӑларӑттӑм!.. «Вӑл тепӗр пӳлӗмре, турра кӗлтӑватчӗ-ха», ӑнлантарчӗ жидовка. Хӑй Тараса пуҫ тайрӗ, — леш сӑрине ӗҫес тесе тутисем патне илсе пырсан, ӑна сывлӑх сунчӗ. Евгений Базарова ҫак шӑтӑка пытарнӑ. Авӑ, Маринка та ӑна пирвайхи хут курсанах юратса пӑрахрӗ. Анчах халь, хӑйӗн халичченхи шухӑшӗсем ҫине куҫса, темшӗн-ҫке, кӗтмен ҫӗртенех полка ҫапӑҫӑва хатӗрлес тӗлӗшпе тунӑ ӗҫре тӗрлӗрен ҫитменлӗхсем пуррине курма пуҫларӗ: тупӑсенчен пӗрине вӑл оборона вӑтаҫӗрне засадӑна лартасшӑнччӗ, анчах ку ӗҫе тумасӑрах хӑварнӑ-мӗн, батальонсене запасной кабельсем тӑсса каймаллаччӗ, ӑна та туман, полкри боепитани пунктне малти лини ҫывӑхнерех куҫарма палӑртнӑччӗ, куҫарман… Унӑн тӑрринчен пӗтӗм тавралӑх таҫта ҫитичченех курӑнать. Пирӗн черет ҫитсен, эпир карабинсемпе мар, тупӑсемпе усӑ курӑпӑр, ун чухне вара курӑр-ха эсир: шӳт туни пулать-и ку, е шӳт туни мар-и. Фелим йытӑ таврӑннине хавассӑн кӑшкӑрса саламланнӑ. — Шухӑшлаймастӑп та эпӗ, аттене унта мӗн тунине курмалла. Давыдов класс алӑкӗ патне хӗсӗнкелесе ҫитнӗ ҫӗре тарласах кайрӗ. Катяпа ӑна пӗччен чухне кӑна аван пулнӑ. — Эсир нихҫан та йӑнӑшмастӑр, савнӑ майор! Тупӑка шӑтӑка антарса хучӗҫ, пытарма пынисем пурте пӗрер ывӑҫ хӑйӑр илсе шӑтӑка ячӗҫ. Унтан шӑтӑкне тӑпра тултарса тирпейлерӗҫ те, сӑх-сӑхса илсе, килӗсене саланчӗҫ. Иван Андреевич, ҫав ача пекех лапсӑрккаскер, хырӑнманскер, анчах та ватӑскер, пенсне лартса ман япаласене сӑнама тытӑнчӗ. — Эпӗ Бертон капитан мар, — терӗ ӑна хирӗҫ Джон Мангльс. Юлташсем мана ҫӗнӗрен тартма хатӗрленеҫҫӗ, ҫавӑнпа та эсир пулӑшни вӗсен ӗҫне ҫӑмӑллатӗ. — Анчах санӑн лашу чӑтайрӗ-ши, ачам? — Питӗ юрататӑп, — хӗпӗртесех каларӗ Павел. Хӗрхенет ӑна Христина, питӗ те хӗрхенет, анчах унӑн хӑйӗн хуйхи; манма пултараймасть вӑл комендант сӑмахӗсене; комендант ӑна: «Эпӗ санпа ыран татӑлӑп. Манпа кӑмӑл тумастӑн пулсан — хурал пӳртне кайӑн. — Ҫук, нимӗн те тумалла мар ӗнтӗ! — тенӗ хуҫи, йывӑррӑн сывласа. — Испани королӗ, VIII Фердинанд! — терӗ. «Кӗмесӗр тӑма май ҫуках», — терӗм те эпӗ хӑвӑрт алӑка уҫрӑм. Хӑш-пӗрисем ӗнтӗ арҫын тумтирӗ ҫеҫ мар, хресченсенчен турта-турта илнӗ е ялсенче хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ хӗрарӑм тумтирне те тӑхӑнкаласа ҫӳреме пуҫланӑ: хыҫалта пӗрмеклӗ кивӗ кӗрӗксем, путек тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӗлӗксем, тӗрлӗ тӗслӗ шарфсем тата ача-пӑча аллипе ҫыхнӑ алшишсем тӑхӑнма пуҫланӑ. Ҫук, чӑтмалла мар кӑна!» — Тӗлӗнмелле япала, — терӗ малалла Базаров, — ҫавӑн пек ватӑ романтиксем! Мӗнлине пӗлетӗн-и? — Пулмасть те вӑл, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Дяденко, — пӗркуннех каларӑм эпӗ сире. Шлемӗ ҫинче — шӗвӗр тӗпек, тата шлем питрен малалла тухса тӑрать. Табак туртса пӗтернӗ хыҫҫӑн Давыдов ыйтрӗ: — Сухаламалли мӗн чухлӗ юлнӑ-ха? Стэнли кайнӑ, вара 1872 ҫулхи июлӗн 12-мӗшӗнче Марсельте пӑрахут ҫинчен аннӑ. Ерофей Кузьмич кашни хутӗнчех кинне пӗр чӗнмесӗр куҫпа пӑха-пӑха кӗтсе илет, анчах хальхинче вӑл сӑмах хушрӗ: — Ҫав… ӗҫсӗр аптӑранӑ… килте-и? Анчах — нумаййӑн пулсан, мӗнле? Хӑшӗсем тӳрлетсе каланӑ: — Вилмен вӑл, кӑннӑ… Вӑл Леона енчен килӗ. Ишеҫҫӗ те ишеҫҫе, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук! Ӑнланатӑн-и? Ҫемен, тух-ха йӑпӑрт, ман аҫупа калаҫмалли пур… Эпӗ вӗсем каялла ҫавӑрӑнса кайнине куртӑм та хам ҫулпах малалла каяс терӗм. Ӑна систермесӗр кӑштах сикмеллеччӗ те, тӳрех тӑнлавӗнчен ҫапас тесен, хӑяккӑнтарах тӑмаллаччӗ. — Кураймастпӑр. Пӗрне-пӗри алла-аллӑн тытса пыни Шварковскин кӑмӑлне каймарӗ пулмалла, тӗртрӗ вӑл вӗсене. Инкек тӳснӗ ҫынсем унта чиперех вырнаҫрӗҫ, кунсӑр пуҫне — Уэлдон миссиспа Нэн кӑмӑллӑн палӑртнӑ пек — вӑл тип-типӗ. — Пӗлетӗп сан шухӑшна: эсӗ мана ҫунтарса яма хавас, питӗ хӗпӗртетӗн эп пӗтнӗшӗн, хӗрсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме ирӗк пулать-ҫке-ха, ват-супнӑ ухмахланса ҫӳренине кураканӗ ҫук пулать. 1606 ҫулта Испанин тинӗс ҫӳревҫи Квирос пӗр паллӑ мар ҫӗр ҫине пырса ҫакланнӑ та, ӑна «Australia de Espiitus Santus» тесе, урӑхла каласан, «святой сывлӑшӗн кӑнтӑр ҫӗрӗ», тесе ят панӑ. Ыйтма пултараҫҫӗ: а ӗҫлӗ интеллигенци? — Май килнӗ таран хӑвӑртрах! — Малтан кулаксене ҫуртран кӑлартӑмӑр, унтан колхоз организацилерӗмӗр, унтан — хуҫалӑх ӗҫӗсем, ҫынсене ҫывӑхрах пулма, вӗсене пӗлсе ҫитме вара вӑхӑт та пулмарӗ. Каярахпа вара, вӗсене ӗмӗр симӗс тӑракан юмансем тесе ят панине пӗлтӗм. Вӗсем, терновник тӗми евӗрлӗ питӗ лутраскерсем, хӑйӑр ҫинче ӳсеҫҫӗ. Вӗсен ҫыхӑнса пӗтнӗ тураттисем питӗ тӗлӗнмелле авӑннӑ, ҫулҫисем, улӑм пӳрт тӑрри пек, ҫӑра. Бандура хӗлӗхӗсем вӑйлӑрах янӑрама пуҫларӗҫ; халь ӗнтӗ «темиҫен пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ те, юрӑ ҫил-тӑвӑл пек кӗрлесе кайрӗ: Хлопцы слышали ли вы? — Ку витӗмлӗ сӑлтав мар; вӑл яланах кунта пулмалла. Акӑ тата юрӑхлӑ йывӑҫӗ те — пӗчӗкҫӗ юман ларать». — Чӑнах-и? Нимле вӑй та ӑна сирсе ярас ҫук пек туйӑнса кайрӗ. Бутылкӑсем — вӑрӑммисем те — лафитпа, лутрисем те — мадерӑпа — нумай пулни, илемлӗ ҫурхи кун, уҫса пӑрахнӑ чӳречесем, сӗтел ҫине пӑрпа лартнӑ турилккесем, офицерсен пӗтӗм тӳмисене вӗҫертнӗ мундирӗсем, фрак тӑхӑнса килнисен лӳчӗркеннӗ манишкисем, генерал сассипе хупланакан тата шампански эрехпе сӳнекен хӗрӳллӗ калаҫу, — кунта пурте пӗр-пӗринпе килӗшсе тӑрать. Ромашов ҫурма ротинчи вӑшӑлкка Бобылев унтер-офицер, ҫывхарса килекен офицер ҫинелле хисеплӗн тинкере-тинкере, янах шӑммине малалла тӑсса хунӑ та, куҫӗсене хӑнчӑррӑн чалӑштарса, янӑравлӑ сассипе командӑлать: — Чӗрне вӗҫҫӗн ҫӗкленмелле те тикӗссӗн кукленмелле. — Меккӑна эпир пӗрле кайӑпӑр, — кӑшкӑрса ячӗ Беспортев. Хабаровка вӑл — анне ялӗччӗ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, калать: «Кая юлнӑ ҫын эсӗ, мучи». — Тавтапуҫ сире. Анчах манӑн хуҫа, мӗн пӗчӗкренех ӑнланакан тата ҫине тӑракан ҫын пулса ҫитӗннӗскер, ҫапах та пирӗн ҫӗршыври ҫынсем мӗнле пулнипе вӗсем мӗн тума пултарнине кӑшт та пулин ӑнланса илме пултарчӗ. Разметнов хавасланса ыйтрӗ: — Ниушлӗ ярса тытрӑр? Тумтирсене тӑхӑннӑ май эпӗ хуҫана еху маншӑн килӗшӳсӗр те йӗрӗнмелле чӗрчун пулнине, ҫавӑнпа хама малашне ҫак ятпа чӗнме кирлӗ маррине каласа патӑм. Акӑ, крепость хапхинчен тухрӑмӑр та эпир, Белогорск крепӑҫӗнчен ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлтӑмӑр. — Шел, шел, эсир манпа пӗрле вӗҫме килӗшместӗр… Эпӗ шухӑшласа пӑхам-ха ун ҫинчен… Ҫавӑн пек хыткан та вӑйсӑр суккӑр ҫын ӑҫтан-ха Огнянов тӑракан алтарь патнелле иртейтӗр. Мӗншӗн юратмастӑн эсӗ мана, санӑн арӑму мар-и-мӗн эпӗ? — Унтан ырри мӗн тупас тата? Юрий Поднебескӑшӑн ҫакӑн ҫинчен илтнӗ чухнехи пек хӑрушӑ самант урӑх нихҫан та пулман пулӗ. Эсӗ авланнӑ-и? Анчах вӑл ҫав чир паллисем мӗнлине пӗлмест. — Ӑна тӗрӗс мар каланӑ, — тесе хучӗ географ. Телеграфист «Пурне те, пурне те, пурне те» — «текен пуҫламӗшӗ ҫинчен мансах кайнӑ. Аппарат шаккать. Ватӑ телеграфист аппаратӑн пӗчӗк мӑлатукӗ: «В-л-а-д-и-м-и-р И-л-ь-и-ч» тесе шакканнине саспаллисем ҫине куҫарать. Тепӗр икӗ эрнеренех ӗҫсем эпи-карчӑк каланинчен пачах тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайнӑ… Пысӑк калаҫу Тӑна кӗрсе вӑрансанах эпӗ тӳрленме пуҫларӑм тетӗр пуль-ха эсир? Юрлама тесен, каҫсах каять, сасси вара хӑй пекех паттӑр. Боримечкӑн кӑмӑлӗ юлчӗ. — Йытӑпа итту калаҫаҫҫӗ, — тенӗ вара Крэнкбиль хурланчӑклӑ сасӑпа. Кун пек ырлӑх ниҫта та ҫук пулӗ. Кӗвӗ самантрах арпашӑнать… Анчах вӑл нимӗн те чӗнмерӗ, мӗншӗн тесен шӑллӗ тӗрӗс тунине ӑнланчӗ: ҫӳҫ касасси те, улӑштарасси те — ҫаксем пурте кирлӗ. Санӑн арӑму та халӗ утать, Тубянска каймалли ҫула виҫет, эсӗ те картла выляма хирӗҫ пулмарӑн. Эпӗ колхоз пурнӑҫӗ епле аталанса кайнине курасшӑн. Раҫҫейре Унта иртен-ҫӳренсен кил-ҫурчӗсем пирӗнни пек мар. — Вӑл куҫне тутӑрпа шӑлса илчӗ. — Эсӗ!.. Эсӗ мана вӗрентетӗн-и?! Елена хӑрама пуҫлать. Артамонов ку сӑмахсене Никитӑна Тихон ӑна мӑйкӑчран ҫӑлса хӑварнӑ йывӑр каҫ ҫинчен аса илтерес шутпа каларӗ, анчах хӑй Никонов ачи ҫинчен шухӑшларӗ. Комсомолецсем Аньӑна совхоза качча пама каятпӑр тесе шӳтлерӗҫ, Зайцев, питне пӗркелентерсе, унӑн пурнӑҫӗ мӗн тери йывӑр пулассине туса кӑтартма хӑтланчӗ. Совет ученӑйӗсем Венера атмосферинче азот пуррине пӗлнӗ, анчах кислород пурри халлӗхе паллӑ мар-ха. Ман пиркиех ӑна аппӑшӗнчен лекрӗ, тесе ӳкӗнет вӑл. — Тӗлӗкре! Чӗр тир типсе перӗннипе михӗ пӗчӗкленсе пынӑ, пеммикан вара хытса ларнӑ. — Ну, юрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, икӗ енӗпе те тӗл перекенсем сыхласа тӑракан ҫулпа тарасси пулмарӗ, ку шухӑша пӑрахма тиврӗ. Вӑл пӗрре кукӑр-макӑр кукӑрӑлкаласа пынӑ, тепӗре пысӑках мар ункӑ туса илнӗ, е тӳрех пынӑ, унтан каллех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ. Мустанг ҫинче е юланучӗ пулман, е вӑл йӗнер ҫинче ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса кайнӑ темелле. Вӑл ӑна шухӑшсем пачӗ, ҫав шухӑшсене Лена хӑйӗн шухӑшӗсене йышӑннӑ пекех йышӑнчӗ те чунӗпе пуянланчӗ. — Ҫапах та каҫхине ман патӑма пырӑр, Марьянка та пулать, эпӗ сире паллаштаратӑп. Корчагин куҫ хӳрипе Аннӑн шуралса кайнӑ питне асӑрхарӗ, ӑна ҫавӑнтах виҫҫӗшӗнчен пӗри ҫурт ишӗлчӗкне сӗтӗрсе кӗчӗ. — Ту! — Усаллисем!.. Эсӗ Виль шкул пӗтерсе тухсан бухгалтер пулассине ӗмӗтленетӗн. Мӗнле тӗлӗнмелле тата мӗнле лайӑх!.. — Огнянов нихҫан та театрта пулса курман, — терӗ вӑл мухтанса, хӑйне хисеплеттерес сасӑпа. — Эпӗ халех, — ответлерӗ те Феничка, йӑпӑр-япӑр тухса кайрӗ. Вӑл чӳречерен тинкерсе пӑхса тӑрать, пӳлӗмре мӗн калаҫнине вӑл пӗртте илтмен пек туйӑнать. — Хӑҫан та пулсан персе пӑхӑпӑр-ха, — терӗ граф. Купарчи брюкине те, мундир аркисене те сарса, хӑпартса тӑрать; уринче унӑн тӗпне шуруп тата тимӗр такан ҫапнӑ сарӑ сӑран атӑ. Пирӗн, турра шӗкӗр, пурте пур: чихирь те пӑрса юхтартӑмӑр, тӑварларӑмӑр та, пӗр виҫӗ пичке иҫӗм ҫырлине сутатпӑр, ӗҫме те юлать-ха. — Ҫаплах, ара, ҫӗнӗскер, вӗрӗлсе тепӗр чире яраканни. — Мӗнле апла, Фёдор, килӗшӳ ҫаплах пулас пулсан, апла анне ют патшалӑхра пулать-вӗт? — Мисс Луи, Флоринда вӑл, эсир шухӑшланӑ пек, куҫсӑрах та мар, хӑлхасӑр та мар. Анчах манӑн чӗррӗн ҫитмелле, ҫитетӗп те! Вӗсем: Гуанар, Ылтӑн Турат тесе ят панӑскер, тата Пик-ан-Буа хушаматлӑ икӗ тӑван пулнӑ. Республиканецсем Гуанарӑнне пиччӗшне вӗлернӗ, ҫавӑнпа та вӑл хаярлӑхӗпе Иманусран пӗртте кая мар. Арҫын ачасем ҫурӑмпа ҫурӑм лараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем икӗ еннелле те кураҫҫӗ. — Сирӗн команда пысӑк иккен. Вӑл пур енчен те улшӑннӑ пек туйӑнать. Ҫапах та вӑл ҫапла татса каланӑ: — Карапри чӗнрен явнӑ канатсене ҫиме тивет пулсан та, эпир пурпӗрех малалла ишсе каятпӑр, — тенӗ. Эпӗ хӑвӑртрах пӗр-икӗ утӑм пек каяллла чакрӑм, палуба питӗ чалӑш пирки аяккалла пӑрӑнма ӗлкӗреймерӗм, вӗсем ман ҫине ан такӑнччӑр тата мана ан тытчӑр тесе, шӑп та шай вӗсем тӑракан тӗлти каютӑна шӑвӑнса кӗтӗм. Пӳрт пӗренисене шӑрпӑксем пекех аркатса ывтӑнтарни, пӳрт тӑррине чалӑштарса пӑрахни тата ҫывӑхрах темскер ҫунма тытӑнни курӑнчӗ. Анчах, эпӗ пиратсем патӗнче тыткӑнра пулнине курнӑ ирхине, пиратсем мул ҫухалнине пӗлсен, мӗнпур ҫилле ман ҫине тиесси ҫинчен ӑнланса илнӗ. Ҫавӑнпа та вӑл сквайра капитана сыхлама хӑварнӑ та, хӑйпе пӗрле Грэя тата Бен Ганна илсе, утрав урлӑ тӳрех пысӑк хыр патне кайнӑ. Эпӗ астумасӑр ыйтрӑм: — Ситанов тата мӗнле? Ҫук, пӗртен-пӗр шанчӑклӑ мел вӑл: манӑн ҫав укҫана мӗнле те пулин йӑкӑртмалла, анчах ку ӗҫе пӗлсе тӑвас пулать, никам та ман ҫине ан шухӑшлатӑр. Ун ҫинче сарӑрах мантильйӑпа пысӑк мар тӗксӗм шлепке. Часах икӗ ҫамрӑк козакӗ те козаксем хисеплекен ҫынсем пулса тӑчӗҫ. Пирӗн тивӗҫ — корвет ҫинчех юласси, сирӗн — ӑна пӑрахса каймалла… Уҫӑлакан алӑк чӗриклетнине илтсен, вӑл пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Пӑхатӑп: садра , такам тӑрать, хӑй йывӑҫ ҫумне лӑпчӑннӑ, анчах штыкӗ лайӑхах курӑнать. Ҫынсем пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑнаҫҫӗ — нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, ниме те курса киленме пултараймаҫҫӗ, ун валли вӗсен вӑхӑт та, курас кӑмӑл та ҫук. Е вӗсен кӗллисем, вӗсен куҫҫулӗсем кӑлӑхах пулӗҫ? Лайӑхрах пулмашкӑн юлашкинчен пуҫлар. Аркадипе Катя ҫине тикӗс мӗлкӗ ӳкет. Хӑвах тавҫӑрса илетӗн пулӗ, терӗм. Эсир мана мӗнле? Шанатӑр-и? Пуҫсӑр юланут инҫе те мар. — Тӑванӗн ачи, — тавӑрчӗ урядник. Анчах тарӗ сахал пулнӑ, ҫавӑнпа та нимӗнле сиен те пулайман… Шыҫни ҫавӑнтан пулнӑ. Сасартӑк, карап пӗр еннелле тайӑлсан, Негоро ӳкрӗ, нактоузран тытса ӗлкӗреймен пулсан, тен, тинӗсе сирпӗнетчӗ пулӗ. — Индеецсем! — Акӑ, ил. Бумажникре вӑтӑр пин франк ассигнаципе, тепӗр майлӑ каласан, виҫӗ ливр та вунӑ су яхӑн. — Ӑна калама юрамасть… Эсӗ мана пӑрахмасан, эсӗ вылямалла ҫеҫ мар, чӑн-чӑн савса юрататӑн пулсан, эпӗ саншӑн лайӑх упӑшка пулӑп. Жихарев килӗшсе ҫара пуҫ чашкине пӗкетчӗ, унӑн куҫхаршийӗсем чӗтретчӗҫ. Ман обязательно селедкӑран пуҫламалла… Ман — природи ҫавнашкал!.. Артамонов ҫав ҫутӑ патнелле кайрӗ, чӳречерен пӑхса илчӗ, — 3инаида аялти кӗпепе кӑна сӗтел хушшинче, лампа умӗнче, йӗппе темскер чакаласа ларать; — Ах, Василий Иванович, — чӗвӗлтетрӗ карчӑк, — хӑҫантанпа кӗтетпӗр ӗнтӗ хамӑрӑн кӑвакарчӑнӑмӑра, Енюшенькӑна… — терӗ карчӑк аллисене вӗҫертмесӗр, Базаров ҫинчен хӑйӗн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, лутӑрканнӑ та ҫемӗҫсе кайнӑ питне илсе, вара ун ҫине темӗнле сӑваплӑ та кулӑшла куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, каллех ун ҫумне ҫыпӑҫрӗ. Ашшӗне пуринчен ытла хӗрӗн ҫав икӗ пӳрни хытӑ тарӑхтарчӗ, ҫавӑнпа вӑл кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ: — Асту, икӗ пӳрнепе нумаях ывӑҫлаймӑн! Эпӗ унпа шӳтлесе илем. — Ирӗксӗрех шухӑшлаттарать, — терӗ Андрей, йывӑррӑн сывласа илсе. Кӗтессенче туса ирттерекен ытти пур вӑрттӑнлӑх — ӑс пӑтранса кайнинчен пулать! Ку ӗнтӗ — тӳссе курнӑ япала! — Юрать. Куртӑн-и? — Санӑн вӑхӑт пур-и? Ме! — Вӑл чӳречерен икӗ фазан тӑсса пачӗ. Ҫывӑхрах шарт! туса илчӗ. Кимӗсем кӳкӗртлӗ сӑлсем нумай шутланакан вырӑнтан тухрӗҫ. Вӗсен хыҫне пӗрер тенкел лартнӑ. Вӗсем каткасемпе пушӑ витресене, таканасене тата килти тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра ханкӑртаттарса, кӗлетре нумайччен ҫапӑҫрӗҫ. «Пӗччен юлнӑ мӗскӗн аннен хуйӑхӗ вара?» — тесе ыйтрӗ те вӑл хӑйӗнчен хӑй, ҫак ыйтӑва хирӗҫлесе каламалли тупаймарӗ. Кресло ҫинче, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла сулӑнкаласа, пӗчӗк старик Павела темскер каларӗ, анчах та унӑн сасси Власов сӑмахӗн анлӑ юхӑмӗнче путрӗ. Вӑл ман ҫине савса та тав туса пӑхса илчӗ. Вӑл мӑн чул хыҫне пытанса ларчӗ те хӑлхисене тӑратсах итлеме пуҫларӗ. Ну мӗн тата, икӗ вилӗм пулас ҫук, пӗринчен ҫапах хӑтӑлас ҫук. Карап хӳринчи нактоузӑн вӑйсӑр ҫути штурвалӑн тимӗр тыткӑчи ҫине ӳкет. Инсаровпа курнӑҫас юлашки шанчӑкӗ пӗтрӗ ун. Илсе каяс хӑвӑртрах, никам та ан куртӑр». Ҫапла шухӑшларӗ те вӑл, ҫавӑнтах Чубпа дьяк ларакан миххе ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ. Анчах туйрӗ, михӗ ытлашши йывӑр. Хуть вӑл нумай япаласем ҫинчен кирлӗ пек шухӑшлаймасть-ха, анчах вӑл лайӑх хӗрача, эсӗ унпа ҫывӑххӑнах паллашса ҫитӗн-ха. Кӑнтӑрла ачасемпе калаҫнӑ пӗр Ермаченко ҫеҫ килӗшмесӗр пуҫне пӑркаласа илчӗ. Его величество ҫине тӑрсах мана хӑйӗн ҫуртӗнче мӗнле те пулин ӗҫе кӗмешкӗн ӳкӗтлерӗ. Анчах эпӗ татӑклӑнах хам тӑван ҫӗршыва таврӑнмашкӑн шут тытни ҫинчен пӗлсен, вӑл хӑйӗн ыр кӑмӑлне пула мана тухса каймашкӑн ирӗк пачӗ, кунпа пӗрлех вӑл Япони императорне пама хӑй аллипех хут ҫырса пачӗ. Ӑна сыватма килӗшнӗ доктор, унӑн тӗлӗнмелле пурнӑҫӗ ҫинчен илтнӗскер, ӑна курӑнакан мӗлкесемпе унӑн пурнӑҫӗнче пулса иртнӗ ӗҫсем хушшинче мӗнле вӑрттӑн ҫыхӑну пуррине тупасшӑн мӗнпур вӑйран тӑрӑшрӗ, анчах ним тума та ӗлкӗреймерӗ. Хыҫалта дворник, урса кайсах тем-тем каласа ятлаҫса, хӑйӑр ҫинче йывӑррӑн лаплаттарса пырать. «Ну, купса, — тетӗп, — эс ан хӑра, турра кӗлту. — Акӑ мастодонтӑн аялти янахӗ, — терӗм эпӗ, — акӑ динотериумӑн кайри шӑлӗ, акӑ ку пӗҫӗ шӑмми — ку авалхи чи шултра йышши тискер кайӑкӑн — мегатернумӑн анчах пулма пултарнӑ. Ун сӑнӗ тӗксӗмленчӗ, салхуланчӗ, пуҫӗ сасартӑк йывӑрланса ирӗксӗрех кӑкри ҫинелле усӑнса аннӑ пек пулчӗ, ӑна вӑл мӑй ҫинчи ӳт-тирне палӑрмаллах хытарнипе тытса тӑчӗ. Ҫеҫен хирте, уйри стансенче пӗр чун та юлмарӗ, пурте хутора килчӗҫ; хуторти кӗтӳҫ Агей мучи те, кӗтӗвне кӗтуҫ ачи аллине шанса хӑварса, тумланса, сухалне тирпейлӗн тураса, хӑмпӑ кунчаллӑ питӗ кивӗ аттине тӑхӑнса, шкула килчӗ. Восстани хӑҫан пуҫланассине пӗлместпӗр-ха. Катьӑпа калаҫни, мана вӑйлӑ хумхантарнӑскер тата унӑн пуласлӑхӗ пирки шухӑша янӑскер, маншӑн ҫав ҫул пулчӗ. Чӑнласах та хӑрушӑ самантра шотландец хӑйне питӗ аван тыткалама пӗлет. — Эпӗ ӑҫта та пулин тухса каясшӑн, — пӗтерчӗ вӑл хӑйӗн калавне. Оленин ҫакна сисрӗ. Ултӑ сехет тӗлне вӑл пухӑва ҫитрӗ те хыпарҫӑ-салтака хӑй пирки суд председательне пӗлтерме хушрӗ. Пичке ӑшӗнчен сиксе тухрӑм та, фок-зейл хыҫне йӑпшӑнса кӗтӗм, корма тавра икӗ хутчен ҫаврӑнса палуба ҫине тухрӑм, унтан Гэндерпа тата доктор Ливсипе пӗрле карапӑн малти вӗҫне чупса ҫитрӗм. Иосафат! — Ну, мӗнле? — ыйтрӗ вӑл Инсаровран. — Сирӗн план малалла шӑвать-и? Атте мана хӑйпе пӗрле фронта илсе кайнӑччӗ, тесе суеҫтерме те пулӗччӗ. Кӑшт каярах тепӗр пысӑк вездеход, тулхӑркаласа, гусеницисемпе чанкӑртатса килет, ун ҫине пӗр вунпилӗк нимӗҫ ретӗн-ретӗн ларса тулнӑ. — Шывпа хутӑш виски-и? — тесе илчӗ лешӗ сиввӗн. Ҫак тӗттӗмре Михайла мучин ҫинҫерех сасси янӑранӑ: — Хӗрарӑм ӑсӗ, ӑҫта сан тавҫӑрулӑх? Вӑл та ӗшеннӗ, анчах выртма вырӑн ҫук. Ҫапла. Лисицынӑн вӗренмелӗх вӑхӑт каҫсерен анчах тупӑнкалать. Иван Иванович пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ ҫеҫ, аслӑк йӑтӑнса та анчӗ. Сасӑсем ӳссе, вӑйлансах пыраҫҫӗ, председатель нумайччен шӑнкӑравне шӑнкӑртаттарать. Ку ӗҫ вара ҫиччӗмӗш апрельте пулса иртрӗ. Ну, шуйттан кӑмрӑкӗ иккен ку! Ӑна эпӗ пӗтӗм айӑпа хам ҫине илни килӗшнӗ иккен, гремучий газ ҫинчен каламасӑрах хӑтӑлни те кӑмӑлне кайнӑ. Акӑ тата: «Уйрӑм паллӑсем: сылтӑм урипе кӑшт уксахлать, сулахай алли кукӑрӑлса ларнӑ, икӗ пӳрни ҫук. — Ан ашкӑн! — хуллен кӑшкӑрчӗ Вялов; вӑл лашана пӗр ывӑҫ утӑпа сӑтӑрса, пуҫне сулкаласа тӑнӑ; лаши унӑн хӑлхине хыпасшӑн пулнӑ, анчах ку паман. Вӑл тухса кайсанах пурте лӑпланчӗҫ. Ӑс-тӑнпа мар, хулпуҫҫипе, хамӑн ӳт-пӗвемпе, хамӑн сывлӑшпа туятӑп: эпӗ — халӑх, халӑхра, халӑхпа, эпӗ — унӑн сасси. Халӗ укҫа пирӗн пӗтӗмпе вунпилӗк тенкӗ ҫурӑ. Кунта Кондрат ҫинчен мӗн-мӗн каламарӗҫ-ши: этем мар вӑл, ҫветтуй тейӗн! — Ҫук, эпӗ унӑн сӑнне питӗ лайӑх асӑрхарӑм. Василий Иванович чӗтресе илчӗ те, хӑранипе шӑнса кайрӗ. Ҫапла калани ыттисене кӑшт лӑплантарчӗ, мӗншӗн тесен негра ҫакса вӗлерес тесе уйрӑмах хыпкаланакансем кайран, пӑтӑрмахӗ иртсе кайсан, укҫине пит тӳлесшӗнех те пулмаҫҫӗ. Вӑл Натальйӑпа пӗрремӗш хут ҫакӑн пек ҫывӑх ларать, ку уншӑн ҫав тери кӑмӑллӑ, савӑн пирки унӑн хускалас та, калаҫас та, ыттисем мӗн каланине те итлес те килмест. Бульварта полк оркестрӗ вылять, шыв тӑрӑх темӗнле авалхи вальс кӗвви янӑраса каять, кӗвӗпе пӗрлех бастионсенче пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ. — Эпӗ-и? — терӗм хурлӑхлӑн; чӗрем каллех ӑна ытараймасӑр хумханса чӗтреме пуҫларӗ. — Эпӗ-и? Ҫырма хӗрринчи тирексем пурте кӗмӗл укасемпе эрешленнӗ. Терраса ҫинче тӗрлӗ сасӑллӑ хӑрушӑ шав пуҫланчӗ: Трилли сасси пӗтес пек ҫухӑрчӗ, унӑн амӑшӗ йынӑшрӗ, нянькӑпа ӑна пулӑшакан хӗрарӑм пӗр чарӑнмасӑр павраса тӑчӗҫ, доктор хӑйӗн хулӑн сассипе ҫилентернӗ тӗкӗлтура евӗрлӗ сӑрӑлтатрӗ. Гарри Бака тӗлленине икӗ хут куртӑм, унтан вӑл каялла, хӑй ӑстан килнӗ, ҫавӑнталлах кайрӗ, шлепки хыҫҫӑн васкарӗ пулас; хам ҫапла шухӑшлатӑп, курасса курмарӑм. Инҫете пӑхмалли трубана мал енчи ҫӳллӗ ҫырана та, тусене те курма май килмерӗ. Ӗҫлессе вӑл тӑрӑшса, прогулсӑр, штрафсӑр ӗҫлерӗ, ҫынсемпе сахал калаҫрӗ, амӑшӗн пекех пысӑк сенкер куҫӗ кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗ. Этемӗн сӑнарӗпе чунӗ хушшинче яланах темле, тӗлӗнмелле ҫыхӑну пуррине час-часах асӑрхакаланӑ эпӗ; этем хӑй кӳлепин пӗр-пӗр пайне ҫухатсан вара, унӑн чунӗ те пӗр-пӗр туйӑмне ҫухатнӑ пек туйӑнатчӗ мана. Параднӑй крыльца та сывлӑшалла, иккӗмӗш хучӗ тӗлнелле ҫӗкленсе кайнӑ, карнизӗ крыша варрине килсе тӑнӑ, маччари чӳрече труба ҫине хӑпарса ларнӑ. Ҫав хура прерире пирӗн ҫине ҫил-тӑвӑл ҫитсе ҫапӑнсан, вӑл пит те хӑравҫӑ пулни палӑрчӗ. Эпӗ тиркекен ҫын мар, ҫук, анчах пурин те хӑйӗн виҫи пур. Ҫак Зегржт, службине пӗр айӑп-кӑлтӑксӑр туса пыратчӗ тата турккӑ кампанине хутшӑннӑччӗ пулин те, пӗтӗм вырӑс ҫарӗнче те чӑн ватӑ поручикчӗ пулас. Огнянова ҫаплах тӑрӑшса сӑтӑрни усса пычӗ, кунта ӗҫлени пуриншӗн те усӑллӑ пулчӗ — юн хӑвӑртрах ҫӳреме тытӑнчӗ. Марья Васильевна Кораблева сӑмах пама хирӗҫнӗшӗн йывӑра илетчӗ пулас вӑл… — Асту, вал эсӗ мӗн каланине илтӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ хӗр, халь ӗнтӗ ним шӳт тумасӑр калаҫма тытӑнса. Пирӗнпе туллашать, ниепле те юрама ҫук, вак-тӗвекшӗнех чӑкӑлташать. Ӗҫ чатах тепӗр майлӑ. Хыҫалта — хӑлхана ҫурасла кисренӳ-сирпӗнӳ. Мӗне кирлӗ ку? Ишсе тухать! — терӗ вӑл. Ҫавӑн пекех ӑна пӗр ҫапкаланчӑкӑн виллине пристань патӗнче, шыв ӑшӗнче, тупни ҫинчен те каласа кӑтартрӗҫ: хӑвалакансенчен тарса хӑтӑлма хӑтланса, вӑл шыва анса кайнӑ пулмалла. Анчах вӑл, ман шухӑшсене сиссе илнӗ пек, хушса калатчӗ: — Характер пур пулсан, — шкул лайӑх вӗрентсе ӳстерет. Ҫапла эпӗ пӗр катӑк илетӗп те вӗретнӗ шывпа ҫемҫетсе алӑпа йӑваласа пӑхатӑп. Сана килӗшекен мел мана та килӗшӗ. — Ку питӗ кирлӗ тесе шутлатӑп эпӗ, — тавӑрчӗ ҫамрӑк. Халӗ пурнӑҫ та, вилӗм те — эсӗ. Мӗн кирлӗ сана унран? Роберт ирӗксӗрех пӗр утӑм чакрӗ. Усал та мар. Вӑл ӑслӑскер, ҫавӑ ӗнтӗ маншӑн уҫҫӑнах палӑрса тӑрать. — Эпӗ, ваше превосходительство, ку кӳме тӑватӑ пин тӑрас ҫук, тетӗп. — Вилӗмрен, — терӗ те Пӑван, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе илчӗ. — Мӗн тӑвасшӑн-ха эсӗ? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Ҫук, сирӗн величество, — тетӗп, — эпир тарма шутламан… — О, мӗн хӑтланатпӑр эпир! — пӑлханса кайрӗ Ромашов. Виҫӗ пӗртӑван вара — паҫӑр ҫеҫ тӑшманла пулнӑскерсем — ялтӑр ҫутӑ питсемпе патшана ӳксе пуҫҫапнӑ та суд залӗнчен алла-аллӑн тытӑнса тухса кайнӑ. — Пӑван сасартӑк ватӑ ҫын сассипе, — «Эпӗ ҫылӑхлӑ мӗскӗн…» — тесе тӑсса каларӗ. Монтанелли аллинче кӑранташ чӗтресе илчӗ. Хула пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиех курӑнать, аякран пӑхакан хӗвелпе лайӑх ҫуталнӑ ҫыран хулан икӗ енче те вуншар километра яхӑнах уҫӑлать. Е хӑшӗ те пулин пӑрса та ячӗ-и ӗнтӗ? Турра кӗлтурӑм та эпӗ, турӑ мана мӗн тумаллине кӑтартрӗ… Марко шалт тӗлӗнсе ӳкрӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑрлӑх фондне пуҫтарнӑ чухне ҫав, тырӑ илекенни, 7–14 пӑт сахалтарах хывнӑ. — Полк, ырр-рра-а…! — Мӗн докуменчӗ пулма пултартӑр унӑн? — Нивушлӗ вӑл ҫаплах улшӑнчӗ? — Рендич килмерӗ-и? — тесе ыйтрӗ вӑл пуринчен малтан. Кайран Хӗвел ҫути Уйӑхӑн пӗтӗм ҫине ҫутатма тытӑнать; ҫавна тулли Уйӑх теҫҫӗ. Ӳсӗр ҫынсен алли айне лекме юрамасть, тусӑм! Эпӗ сире калатӑп — хӳхӗм! Вӑл ҫутҫанталӑк юлашки ҫӗр ҫулсем хушшинче, авалхи вӑхӑтсенче пулнисемпе танлаштарсан, темӗнле ҫитӗнсе ҫитмен асси ҫынсене анчах тума пултарнине кӑтартса парать. — Пӗчӗк шыв ҫумӑр хыҫҫӑн тулса кайнӑ та унчченхинчен хытӑрах шавлать. Телейлӗ бухтӑра темӗнле пӗчӗкрех тӗксӗм карап тӗтӗм мӑкӑрлантарать, пулӑҫ киммисем, тетелӗсене карнӑран пулас, илемлӗ пӗкӗсем евӗр ярӑна-ярӑна иртеҫҫӗ. Каярахпа эпӗ, кусем тинӗс арсланӗсем, тюлень ӑратӗнчи йӑваш чӗрчунсем пулнине пӗлтӗм. Анчах, шел ачине. Тен, эпӗ пысӑк ҫылӑха кӗнӗ; тен, ҫавӑнпа эпӗ хуйхӑратӑп, ҫавӑнпа канӑҫ тупаймастӑп пулӗ. — Мӗнех вара, сирӗн вӗсем ҫук-им вара? Сана пӑхакан, тирпейлекен кам пулӗ? Аҫу-аннӳ тата мӗн калӗ? — теме тытӑнчӗ. Меслетсӗр силлентерсе кисрентернипе ниҫтан тӗрек тытса пыма май ҫук, парус ҫӗввисем хӑйпӑна-хӑйпӑна каяҫҫӗ, кун пек вӑй-хӑвата нимӗнле судно та тӳсме пултараймасть. — Пулмасӑр, господин майор, — терӗ Аустин. Эпӗ чӑрмаласа пӗтернисем ҫинчен калаҫмастӑп. Вӑл шӑпланчӗ. Ҫав пӑру чиркӳ карти ҫумӗнче чип-чиперех курӑк ҫисе ҫӳренӗ, анчах яш-кӗрӗмсем ӑна йӗкӗлтесе ҫав тери хытӑ вӑрҫтарса янӑ та хайхискер, пӑру пӗрин хыҫҫӑн хӑвалама пуҫлать, кӗҫ-вӗҫех хӑваласа ҫитес пек вӗҫтерсе пырать! — Вӗренекенӗм, маттур! — йӑл кулса каларӗ Говэн. Вара сасартӑк ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑни, тӗттӗм хыҫҫӑнхи ҫак ҫутӑ, эсӗ, эсӗ ман ҫумра, мӑн патӑмра пулни… сан сассу, эпӗ сывлани… Кайрӑмӑр!» — Аҫу пурӑнать-и-ха тата? Яш ача тавернӑна кайрӗ пулӗ тесе, шухӑшларӑм эпӗ. Унта вӑл фортри паллакан ҫынсене тӗл пулса, нумайччен ларма пултарнӑ. Эпӗ вара ҫывӑрма выртас терӗм. «Е санӑн тӗнӳ мана юратма чарать-ши?» Вӑл унӑн киревсӗр ӗҫӗсене ҫав тери нумай каласа пачӗ, ҫавӑнпа та аслӑ Артамонов хӑй ӑшӗнче: «Суять. Улталать», — тесе шухӑшларӗ. — Ҫук. Ҫак тӗлӗнмелле илемлӗ халӑх юррине, — паллах, лайӑх юрланӑ чухне, — кам кӑна итленӗ, ҫавӑн асне историлле асаилӳ салхулӑхӗпе карса илнӗ евӗр туйӑнакан, тӑсӑкраххӑн, ҫинҫен те янӑравлӑн илтӗнекен унӑн авалхи кӗвви кӗрсе юлнах. Дольре ҫӗрле пулса иртнӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн эсир пире упратӑр, пирӗн халӗ вуникӗ ҫын вӗт. — Пӑван пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те Джемма ҫине тинкерсе сиввӗн пӑхрӗ. Анчах эсӗ асту, Давыдов, ҫилӗллӗ ҫынна фронтра ҫеҫ пулма лайӑх, унта ҫилӗ ҫапӑҫма пулӑшать, сухаланӑ ҫӗрте вара ҫыннан ачаш, ырӑ кӑмӑллӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫӗр хӑйне ачашланине юратать. — Тӗрӗс. Ҫапрӗ. — Акӑ мӗн пирки, — терӗ Айртон. — Килте. Колхозниксем сывлӑшри ҫапӑҫӑва курнӑ, ку вӗсенчен ыйтса пӗлнӗ. Пурӑнать-ши вӗсен юратнӑ ашшӗ? Ну, вырсарникун эпӗ мӗн май килнӗ таран лайӑх апат-ҫимӗҫ пӗҫерме хушрӑм, музыка каҫне ирттерме хатӗрлентӗм. Ҫӗнӗ пӗлӳ никӗсӗ ҫапларах: «Этемре тӗнчен чи хӑватлӑ вӑйӗсенчен пӗри — таса ӑслӑх-тӑнлӑх историйӗ — тӗлӗрет. — Атя! Ҫав кунхине ирех Гремячий Лог хуторне Ярски хуторӗнчи колхозран ҫирӗм виҫӗ лав пырса ҫитрӗ. Вӑл каланине итлесе пирӗн тата пилӗк сехет кӗтсе тӑмалла пулчӗ. Анчах Юпитер ҫине анса ларма шухӑшларӗҫ пулсан, вӗсене вилӗм хӑратнӑ пулӗччӗ. Ҫак пысӑк Юпитера питӗ ҫӑра газлӑ сывлама ҫук атмосфера хупӑрласа тӑрать. Юпитерӑн атмосфери ҫав тери сивӗ: ученӑйсем виҫсе пӗлнӗ тӑрӑх, унӑн температури 140 градус сивве ҫитет. Ку вӑл Юпитер Хӗвел ӑшшине пит сахал илсе тӑнинчен килет: Юпитер Хӗвелтен пилӗк астрономи единици аякра вырнаҫнӑ. Халӑх тилӗрсе кайса шурӑ хӗрарӑмпа ун ачи патнелле ыткӑнчӗ. Эпӗ санӑн кӑвапу типсе ҫитичченех совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫнӑ, партире тӑнӑ… Тимӗр кӑвак лаши ман хыҫран кӗчӗ, ҫакна пула пӳртри ытти лашисем мана ытлашши начарах мар йышӑнчӗҫ. Ҫак ҫӗрле ҫуртсенчен нумайӑшӗ пушанса юлчӗ. Джеймс ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Ан ятла. — Ҫук, ҫук, — терӗ ҫамрӑк. — Мӗн вара эпир, анне, уйӑрӑлас куна кичемлететпӗр капла? Пӗр самант та ҫиҫӗм ҫиҫме чарӑнмарӗ; вырӑссем ун пек каҫа ҫерҫи каҫӗ теҫҫӗ. Вӗсене вӑл урайӗнчен илетчӗ те, ывӑннӑ лаша пек тулхӑрса ҫӗклесе каятчӗ. Малалла чупма вӑйӗ ҫук. Укҫа мар пулсан, мӗн шырама пултарнӑ-ха ҫав усалсем? Ку ӗнтӗ савӑнмалли хыпарах мар, ҫитменнине тата тӗрӗс те мар! Ку мӗнле капла, ҫынтан ҫапла мӑшкӑлласа кулнине ирӗклӗнех тӳсмелле-и е ҫакнашкал киревсӗр ухмахран тӳрех экуираци тумаллаччӗ-ши? Ман патӑмран сан патна ҫӳренӗ-ҫке-ха вӑл тӗплӗрех вӗренме. Пуринчен ытла тӗлӗнмелли вӑл — унӑн ывӑлӗ сасартӑк, темиҫе минут хушшинчех чунтан тухса ӳкни, ӑшчикре йывӑр суран ҫеҫ юлни пулнӑ, вӑл ӑна юратнӑ, ун ҫинчен ҫирӗм ҫул хушши татти-сыпписӗр, пӑлхануллӑн шухӑшласа пурӑннӑ. Артамонов хӑй ҫирӗм ҫул хушши, кашни кун ывӑнма пӗлмесӗр ывӑлӗ ҫинчен ҫеҫ шухӑшланине, ун ҫине шанса, ӑна юратса пурӑннине, Ильяран вӑл тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвасса кӗтсе пурӑннине ӗненнӗ. Миллионшар ҫынсем — французсем, чехсем, югославсем, вырӑссем, украинецсем, белоруссем, узбексем, азербайджанецсем — Европа тӑрӑх урлӑ та пирлӗ утса тухнӑ, фашизм мӗн иккенне лайӑххӑнах курнӑ. — Инҫе ҫула пула, начальство пассажирсемшӗн усӑллӑ хак хунӑ: кашни миллион километршӑн пӗрер тенкӗ… Эпир каяс ҫулӑн тӑрӑшшӗ мӗн пурӗ те виҫҫӗр аллӑ миль, пӗрре те ытла мар! — Ҫылӑха кӗтӗн, Ефимыч шӑллӑм, — терӗ есаул: — ҫавӑнпа ним тума та ҫук, парӑн ӗнтӗ. Унтан, тепрер эрнерен, илтетпӗр, лашасене йӑкӑртса кайма тӑнӑ чух мушиксем Якова тытнӑ-мӗн… Амӑшӗ, унӑн вӑйсӑр, чӗтренчӗк сассине итлесе, сарамак сӑнӗ ҫине хӑраса пӑхса, ҫав ҫын хӗрхенӳсӗр тӑшман, ҫынсем ҫине улпутла йӗрӗнсе пӑхакан чунсӑр кӗлетке пулнине туйрӗ. Такам шыва анса кайнӑ! — терӗ Том. Айртон иккӗленсе тӑчӗ. Аламо ҫумне кайма ҫул кӑтартса, отряда Морис-мустангер хӳшши патне ертсе ҫитерекен ҫын тупӑнмӗ-ши, тесе, плантатор тухса каяссине чарса тӑнӑ. Анчах ма эс ҫав териех ҫилленчӗк? Вӑл кунтан тараймасть: Симурден ҫак аристократа, маркиз пулнӑскере, кунтах, хӑйӗн хуҫалӑхӗнчех, хӑйӗн ҫуртӗнче, асаплантарса вӗлересшӗн; феодалӑн пуҫӗ татӑлса ӳкнине авалхи феодаллӑ йӑвине кӑтартасшӑн тата ҫакна ыттисене нумайлӑха астутарса хӑварасшӑн пулчӗ Симурден. Горева тӗлӗнсе кайрӗ: вилтӑприне чӗрӗ чечек ҫыххисемпе илемлетсе пӗтернӗ, тимӗртен тунӑ веноксем фон валли кӑна кирлӗ пулнӑ иккен. Ҫак икӗ вӑхӑт пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑни манӑн пуҫа пӗрре те килсе кӗмерӗ. Полли вӑл Том Сойерӑн мӑнаккӑшӗ. Кӗнекинче мӗн ҫырни пӗтӗмпе пекех тӗрӗс, хӑш-пӗр тӗлте ҫеҫ кӑшт тыттарнӑ — ун пирки каларӑм ӗнтӗ. Ыран ҫӗрле санпа иксӗмӗр Войсковой хуторне тухса каятпӑр. Щукаре Давыдов колхоз правлени конюхӗ туса хучӗ. Лини казакӗ ман патӑмра денщик ӗҫне туса тӑрать. Акӑ халӗ чӑннипех тарӑхать — усал сӑмахсемпе ятлаҫмаллипех ятлаҫса хытӑрах чупать. Анчах каярахпа Хӗвел ҫинче пӑнчӑсем пуррипе пурин те килӗшмеллех пулнӑ. Вӗсене вӑл хушнипе куҫарса лартма пултарайман. Эпӗ, чӑнах та, княжна хыҫҫӑн пӑртак ҫӳрекеленӗ те ҫавӑнтах ӑна пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен авланас теместӗп-ха, хӗртен куласси вара ман ӗҫ мар. Вӑл каларӗ: кӑнтӑрла ҫитеспе тӗкӗрпе пӑхсан, ҫак ещӗке асӑрхарӑм. Малтан ӑна парӑс пулӗ тесе шутларӑм. Вӑл парӑс хам карап ҫулӗ ҫинче малта курӑнчӗ те, ун патне ҫывӑха пырса, унран пӑртак сухари илме ӗмӗтлентӗм: пирӗн сухари пит сахал юлнӑччӗ. Хӑйпе пӗр класра вӗренекеннисем ҫине вӑл хаяртарах пӑхатчӗ. Дик Сэнд кӑтартса тӑнипе ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлекен негрсем пӗр сехет иртнӗ ҫӗре парӑса вырӑнне ҫыхрӗҫ, рея хӑпартрӗҫ, марселе икӗ риф чухлӗ пушатрӗҫ. — Эсир мӗн тата? Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, Олейник сержант вӑрманалла уттарчӗ. Ҫитменнине тата вӗсем ҫыран ҫине аннӑ-анманах аван ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ — кунта ҫавӑн пек ҫанталӑк! Ун хитре пичӗ ҫинче темӗнле шалти вӗҫленсе вӗҫленмен сехмет палли пурччӗ. — Ҫаплах — ара. — Чее! — Ну, чее пулмасӑр! Кунта пуш-пушах, анчах ҫапах та эпӗ «сыхланса» пыратӑп, — Лавров ҫавӑн пек хушрӗ, — «хӗрӗнкӗ мастеровой» пек пулма тӑрӑшса шӑхӑркалатӑп, юрланӑ пек тӑватӑп. Кашни ҫынна хӑй патне пыма ирӗк паратчӗ, мӗн каланине пурне те итлетчӗ. — Кӑтарт-ха. Анчах таврара хӑнӑхнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ: хум ҫапни кӗрлет тата вӑрманта кураксем краклатаҫҫӗ. Чӑнах та пиртен пӗр чӗрӗк мильра, пысӑк каврис йывӑҫӗ ҫумне таянса пӗр ҫын кӗлетки тӑра парать. Дневник валли хӑҫан вӑхӑт тупас-ха? Тарӑннӑн сывларӗ те — сулланать. Халлӗхе куншӑн та хӗпӗртетӗп! — терӗ. Вӑл Тома чуптурӗ те ун валли вырӑн сарма пӳртелле чупрӗ, кашни утӑмрах негрсене те, ыттисене те ӗҫ хушса пычӗ, темӗн те тума хушать вӑл — чӗлхи мӗнле каласа ӗлкӗрет-ши. Унӑн кашни кунах тенӗ пек мороженӑй, — темӗн чухлех! Купи-купипех! Пӗр-пӗринчен уйрӑлма кирли иккӗшне те уҫҫӑнах паллӑ пулчӗ. Ним тума та кирлӗ мар вӑл мана. — Эсӗ — ыттисенчен лайӑхах мар… Фома чӗнмен… Анана кӑшт таптатнӑшӑн пӗтернӗ укҫапах вӑл пӗр ҫул хушши тарҫӑ тытса пурӑнма пултарнӑ. Катьӑран ашшӗ ҫинчен каласа лама ыйтатӑпах. Майданников сенӗк юпписем ҫинче пӗр валем ыраш улӑмӗ ҫӗклесе пырать. Хӑй вӑл, кукша шуйттан, ҫав ӗҫе ниепле те тӑваймасть. — Унтан Цимбал Городцова: — Атя ун патне каятпӑр, — терӗ. — Кайӑпӑр, — ответлерӗ лешӗ. Парӑр хӑвӑр аллӑра. — Сана салам каларӗ. Юлашкинчен эпӗ хамӑн пуҫран пӗр пайӑрка ҫӳҫ тӑпӑлтарса илтӗм, пуртта юнпа лайӑх йӗпетсе, ун ҫивӗчӗшӗ ҫине ҫыпӑҫтарса хутӑм, пурттине кӗтесе петӗм. Анчах мӗншӗн Слепушкин яман-ха, унпа эпӗ Катьӑна Ярославльте тупаймасан малалла та шырас пиркм калаҫса татӑлнӑччӗ-ҫке? Кук хыҫӗнчен ҫӗнӗ материк ҫине моряксем мӗнпур ҫӗршывсенчен васканӑ. Князь Марья Кириловнӑна хӑшпӗр картинӑсен содержанийӗпе паллаштарнӑ, картина ӳкерекенсен историне каласа панӑ, вӗсен лайӑх енӗсемпе ҫитменлӗхӗсене кӑтарткаланӑ. Каяшӗ нумай та пулма пултарать-ха, мӗншӗн тесен хӑшпӗр тирпейсӗр кил хуҫисен вӑрлӑхлӑх тыррине каяшран уйӑрса илме те ҫук. — Куртӑм. Пӗрене, хӑма турттаратӑп. Ман шутпа, кунти профессорсем анраса кайса ухмахах тухнӑ, ҫакнашкал ҫынсене курасси мана тунсӑхласах ҫитерет. Эсир моряксем мар, паллах, анчах сирӗн аллӑрсем ӑста, «Пилигрим» ҫинче усӑ курар вӗсемпе. Хӗрача маншӑн пит тӑрӑшнипе мана выртма ещӗке пукане кровачӗ ҫинчи ваткӑ утияла илсе хучӗ. Токарев анкета ҫине пӑхса илчӗ, унтан куҫне каччӑ ҫине куҫарса, темиҫе секунда хушши чарӑнса тӑчӗ те аллине ручка тытрӗ. Павел, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, пӳлӗм тӑрӑх вӑраххӑн калла-малла уткаласа, урайӗнче йӑваланса выртакан кӗнекесемпе кӗпе-йӗм урлӑ каҫса, салхуллӑн калаҫса ҫӳрерӗ: — Куратӑн-и, — епле тӑваҫҫӗ вӗсем? Хам курса-тӳссе ирттернисем пурте мана вӗсем патнелле туртатчӗҫ, вӗсем хушшине пуҫӗпех кӗрсе каяс кӑмӑла хӑпартатчӗҫ. Хамӑр кӑвайт ҫинче эпир хаклӑ йышши кайӑк какайне шаритлетпӗр темеллиех ҫук. Ку тӑватӑ ҫул каярах Краснодарта пулчӗ. Арҫыннӑн ун пек ӑҫтиҫуксемпе аппаланма вӑхӑт ҫук; арҫын хаяр пулмалла, тет испанецсен питӗ лайӑх сӑмахӗ. Олейник сержант, чи хыҫалтан пынӑскер, пӗтӗм пӗвӗпе тӗрткелешсе, тӗмӗсем ӑшнелле кӗрсе кайма пикенчӗ. — Эпӗ унпа курнӑҫманни нумай пулать, тата килес уйӑхсенче те тӗл пулас ҫук пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл кунтан кайнӑ. — Ҫавӑ… эпӗ юратаканскер, вилчӗ, — терӗ Лось. Унтан тата, мӗншӗн эсӗ хӑвӑрӑн вырӑнти интерессене кӑна шута илетӗн, мӗншӗн вӗсене хӑвӑрӑн лавсемпе района ҫитиччен кӑна ӑсатрӑн-ха? Этем тени хӑй тӑвакан ӗҫсенчен нумайӑшне ҫынран курса тӑвать. — Мӗн вара? Тыткӑна лекнӗ илемлӗ кӗсрене вӑл ӑраснах та хытӑ астуса пӑхнӑ. Вӑл унӑн ҫилхине тата хӳрине пит тӑрӑшса тураса якатнӑ тата йӑлкӑшакан ҫӑмӗ ҫинчен пылчӑк сирпӗнчӗкӗсене — ҫине тӑрсах хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳренипе пулнӑ паллӑсене тасатнӑ. — Унӑн воспитанийӗ, вӑл пурӑннӑ вӑхӑта асту эсӗ, — асӑрхаттарчӗ Аркадий. Ҫапла! — унӑн алтупанӗ план ҫине сулмаклӑн ӳкрӗ. Ҫак ҫӗнӗ ҫынӑн пӗрене пек шыҫса кайнӑ пысӑк урине санитарсем майсӑр ҫавӑрса хурсан, Алексей унӑн сӑнӗ сасартӑк шуралса, тарласа кайнине, кӑвакарнӑ тутисем чалӑшса илнине курчӗ. Хӑравҫӑ кӑвак вут куҫӗ ҫӗтсе ҫухалчӗ те, пулӗмре ҫийӗнчех сӗм-тӗттӗм те шӑп-шӑпӑрт пулса кайрӗ, ҫав самантрах вара сӗтел ҫинчи халиччен асӑрхаман шӑнкӑравлӑ сехет васкавлӑн та хыттӑн шаккама пуҫларӗ. Сан-Францискӑна ҫитнӗ кунах, Джемс Уэлдона васкавлӑн алӑ тытса, хисеплӗ ученӑй хӑйӗн кабинетне питӗрӗнсе ларчӗ те ӗҫе тытӑнчӗ. Тӑкӑрлӑкран тухса карташ патнелле пынӑ чух вӑл Ефим Чернявкина курчӗ. Артур ӑна алӑ пачӗ те, Томас хӑйӗн тӑмсайтарах сӑн-питне пӗртте пӑшӑрханман пек тума тӑрӑшса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ. — Пӑх-ха, — тет мана Плетнёв, — ӑсран тухса кайнӑ пекех вӑл! Е кӑшкӑрмастӑн пулсан, эпӗ акӑ мӗн тӑвӑп. Вӑл вара ман алла чӑтма ҫук хӗсрӗ, эпӗ чутах тӑнран каяттӑм. Мальдонадӑна ҫитме эпӗ ҫул кӑтартса пыракан проводникпа икӗ мул тара тытрӑм, унтан манӑн карап ҫине ларса Лаггнегга каймалла пулать. Егорушка темскер питӗ хуллен те ачашшӑн шӑнкӑртатнине илтрӗ, унӑн питне сивӗ бархат евӗр темле урӑхла сывлӑш сӗртӗнсе иртрӗ. Сӑмахӑмӑр этем ӑраскалне пӗлӗт ҫинче ҫырса хунӑ тесе шухӑшлакан мусульмансем пек ҫынсем хамӑр хушӑра та нумай пурри ҫинчен пычӗ; кашниех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа пачӗҫ. Ушкӑн тӗлӗннипе ахлатрӗ, мӑкӑр-мӑкӑр шавлать, малалла куҫрӗ. Ҫак ырлӑхшӑн та пулин турӑсене тав тӑвар эппин. — О-хо-хой! — тесе савӑннӑ хӑнисем, пӳрнисемпе хӑйсен тутисене ҫапса. Мучи вырӑнне Гришутка Хороводько хӑпарать. Касса пӑхма кирлӗччӗ. Секретарь майӗ ҫук: ҫара уран выртать, пичӗ-куҫӗ — ала пек. Ҫапларах мерекке, — ку вара чӑннипех те пулма пултарнӑ, — каласа паратчӗҫ ун пирки: ҫурхи пӗр тӗлӗнмелле хӳхӗм каҫ вӑл уҫӑ чӳрече умӗнче ротӑн ӗҫ хучӗсене тӗрӗслесе ларнӑ, ҫав вӑхӑтра юнашарти тӗмсем хушшинче шӑпчӑк юрӑ тӗрлеттерме пуҫланӑ. — Рабочисене, тата кам илес тет, пурне те салатса памалла ӑна. Анчах эсир ӗҫлеменни кӳрентерчӗ-ҫке-ха мана, мӗнле шутлатӑн эсӗ? Пӗчӗк юханшывӗ унтах пулнӑ, агавӑн шалалла авӑнчӑк ҫулҫисем савӑт вырӑнне пулма пултаратчӗҫ. — Тоня, ҫак пӑтранчӑк вӑхӑт иртсен, эпе епле пулсан та монтёр пулатӑпах. Пурлӑх ҫаратма чупса ҫитрӗн-им? Ман сан ҫинчен мировой патне ҫырса парас-и мӗн апла, э? Унӑн кивӗ хура ряса тӑхӑннӑ кӗлетки креслон тӗксӗм сӑранӗпе пӗрлешсе кайнӑ пек курӑнать, ҫав тӗксӗм тӗсре унӑн пичӗ ҫеҫ шурӑрах палӑрса тӑрать; тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗсем ҫинче ирӗлнӗ юр тумламӗсем кӗленче тусанӗ пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, хӑй вӑл сайра та вӑрӑм сухалне, яланхи пекех, хӑйӗн шӑмӑллӑ чышкипе чӑмӑртаса тытнӑ. Эпӗ эсир хӑвӑр шухӑшӑрсем пиркиех пӗр-пӗринпе тытӑҫса ҫапӑҫасран хӑтӑлма май килменнине ӗненетӗп. Чубӑн арӑмӗ ҫук, урҫа вӑл; унӑн пӳрчӗ умӗнче кирек хӑҫан та сакӑр капан тырӑ ларать. Ҫатан авса тунӑ сарайӗнче вӑл тӑватӑ вӑкӑр усрать. Вӑкӑрӗсем тӗреклӗ, пӗр-пӗр ӗне, е вӑкӑр иртсе пынине курсан, вӗсем яланах пуҫӗсене ҫатан витӗр урамалла кӑларса мӗкӗреҫҫӗ. Шӗвӗркке сухаллӑ качаки вара сарай тӑррине, чи ҫӳле хӑпарса тӑрать те хӑйӗн таҫтах илтӗнекен сассине чӗтрентерсе, городничи пек, е кил хушшинче ҫӳрекен кӑрккасене витлет, е тата хӑйӗн тӑшманӗсене — хӑй сухалӗнчен кулакан урамри ачасене курать те вӑрт ҫеҫ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑрать. Ҫӗмрен йӗппи шӑхӑрса кайса кролика ҫурӑмӗнченех тивнӗ. — Аслатиех-ши вара ку? Ҫапла ӗнтӗ, тасалӑха пӑсакансене айӑплама турӑ хӑй килет. Ответ парас вырӑнне Лозневой алшӑллипе ҫеҫ сулса илчӗ. Ир те килсе ҫитрӗ. Чиркӳре халӑх лӑк тулли. Юлашкинчен вунпӗр сехет ҫитрӗ. Ӗнер, кӑнтӑрла тӗлӗнче, пурне те ҫӗклентернӗ хаярлӑхпа хавхаланса, вӑл поляксене хирӗҫ темиҫе хутчен те контратакӑра ҫапӑҫнӑ, ӗнер вӑл пуҫласа поляксен ҫамрӑк легионерӗпе тытӑҫнӑ. — Ваҫка! Мана сирӗн почеркӑр килӗшмест». Пӗлӗт ҫинчи ырӑ вӑйсем! Мӗн пулчӗ-ши ҫавӑ? Вӑл мӗн пӗчӗкренпех ҫавӑн пек вӗт. — Халех карттӑна пӑхатпӑр! — тавӑрчӗ ҫамрӑк. — Ӗнер таврӑнчӗ, малашне кунтах пурӑнать. «Эсӗ инҫе ҫула кайма билет илекенсен йышшинчен терӗ вӑл мана. Пӗтӗм пурӑнӑҫ! — сӑмахсене татса, ерипен, урайнелле пӑхса каларӗ те ҫак ҫын, каллех ывҫӑ тупанӗсемпе пуҫне хыттӑн сӑтӑрма тытӑнчӗ. Унӑн магазинӗ пушӑ иккен. Ҫавӑнтанпа вара тарӑнӑша вӑл ҫӳллӗ ҫыран айӗнче хуллен шӑмпӑртатакан шыв сассипе е аялалла кусса анакан чулсем хӑравҫӑллӑн кӑлтӑртатнӑ чухнехи пек сасӑпа виҫме хӑнӑхнӑ. — Анчах мӗншӗн-ха эсир, Паганель, Ҫӗнӗ Зеландирен ҫав териех хӑратӑр? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Анчах мӗнле каяс-ха? Чӳрече патӗнче, халӑх хушшинче, Грушницкий тӑрать, пит-куҫне вӑл кантӑк ҫумнерех тытнӑ та пики ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса тӑрать: ун умӗнчен иртнӗ чух пики ӑна кӑшт палӑрмалла пуҫне тайрӗ. Ананий патне гостиницӑна кайнӑ чух, Фома ҫаксене — хӑйӗн ашшӗнчен тата ытти ҫынсенчен илтнӗ сӑмахсене — тепӗр хут аса илнӗ, вара Щуров ӑна, темӗнле, хӑйне манир тӗлӗнтермӗш ҫын пек туйӑна пуҫланӑ. Марина, чие ҫырли тӗслӗ тӗмпӗл-тӗмпӗл хӗп-хӗрлӗ йӗрсем тапса тухнӑ сӑн-питлӗскер, йӗппе тирнӗ пек яштах сиксе илчӗ те, анлӑ хулпуҫҫийӗсене выляткаласа, хӑватлӑ кӑкӑрӗсене каҫӑртса, Любишкин ҫинелле тапӑнса пычӗ, ҫапӑҫма хатӗрленекен арҫын пек ҫаннисене тавӑрма тытӑнчӗ. Хӗвеланӑҫӗнче уйӑх ҫутипе шупкаланнӑ тӳпере виҫӗ пысӑк ҫӳллӗ чул ту курӑнать. Вӑл нумайччен тӑчӗ ҫапла — урисем те, куҫӗ те ывӑнчӗҫ. — Халӗ вӑл, кӗркуннепе тарӑн, хытӑ юхать. Унтан шӑп пулчӗ. — Анчах та сыхла эсӗ хӑвна, сыхла! Чиркӗве кӗрсен, пур еннелле те пуҫ таять, яланах крылос ҫине тӑрать те хулӑн сассипе пит илемлӗн тӑсса юрлать. Вӑл ҫӑхана нумайранпа асӑрхатпӑр, а эсир пире, бандитсене хупса лартнӑ пек, хупса лартрӑр. Анчах та асӑрха: ҫын урайӗнчен пӗр, икӗ метр ҫӳлӗш ҫӗкленчӗ, мӑлатук — вунӑ-ҫирӗм метр, снаряд вара темиҫе километрах ҫитрӗ. Вӑл ӳсӗрсе илчӗ. Ку вӑл ҫав тери вӑйлӑ тӑвӑла пӗлтерет. Эппин, «Пилигрим» ҫинчи юлашки парӑссене пуҫтармалла. «Мӗскӗн, теҫеттин утӑ ҫулнӑ тейӗн!» — хӗрхенсе мӑкӑртатрӗ карчӑксенчен пӗри, тахӑшӗ вара шӑппӑн кулса ячӗ: «Кондрата япӑх хӗртмерӗҫ!» Кононов, хаяр сӑмахсен сулмакне тӳсеймесӗр, тенкел ҫине йывӑррӑн анса ларсанах, Фома ҫакна асӑрханӑ: хӑш-пӗр купецсен пичӗсем ҫинче усал та наркӑмӑшлӑ кулӑ вӗлкӗшсе илнӗ. Кӗтес темесен тата ӑҫта кайӗччӗҫ-ши вӗсем, мӗн тӑвӗччӗҫ-ши, камран пулӑшу ыйтӗччӗҫ-ши, ӑҫта хурса кантарӗччӗҫ-ши вӗсем хӑйсен тарӑхнӑ, ывӑннӑ пуҫӗсене? Совет влаҫӗ юлман вырӑнсенче? Чӑнах та Клюбер килнӗ тӗле Санин пуҫтарӑнса та ҫитеймерӗ. Юрать, вӑл хӑйне тивӗҫлине гауптвахтӑра ларса тухма хатӗр. Кӗтӳри лашасем чупкалани илтӗнчӗ. Хаяр подполковник, ватӑ авиатор, ҫамрӑк лётчикӑн подвигӗ мӗн тери чаплӑ пулнине никамран та лайӑхрах хаклама пултарчӗ. — Ҫав йӗкехӳресен шӑлӗсем тунӑ кивӗ йӗрсем. Хӑвӑртрах, ан чарса тӑрӑр! Ҫав Симурденах тепӗр вунӑ кунтан, августӑн 10-мӗшӗ хыҫҫӑн, халӑха корольсен статуйисене ишсе антарма ертсе кайнӑ. Статуйӑсем тӳнсе ҫынсене вӗлернӗ. Шӑмӑллӑ пичӗ ҫинчи тӗттӗм шӑтӑксенчен хура куҫӗсем хӑратмалла, ҫирӗппӗн ялкӑшса тӑчӗҫ. Анчах йытти те, тарҫи те курӑнман. Унта аякран пусса, хӗссе тӑракансем пулассине эпӗ пӗлетӗп, анчах тата эпӗ ҫакна та пӗлсе тӑратӑп: ҫавна хирӗҫ тӑмашкӑн сирӗн ҫителӗклӗ власть пур, тата эсир ҫапла тӑвасса шансах тӑратӑп. Квакина илсе пычӗҫ. Манӑн унта тӑватӑ ҫап-ҫамрӑк комсомолец, кашниех лайӑх боец. Ташлӑн-ха эс ман умра вилес умӗн… — Ох, епле хӑрушӑ! Петрӑн хӗрӳлӗх ҫук, ҫавӑ пӗтерет! Эсир ҫав тери хӑвӑрт кунта каялла тавӑрӑнса килнӗрен эпӗ ҫӗнӗ хыпарсем пур пулӗ тесе шутлатӑп. — Пӗррехинче салтак хохол патне хваттере килет. Хохолӗн арӑмӗ вара пи-и-итӗ те хитре. Ку вӑл уҫӑлса ҫӳремелли вырӑнсенче, ҫулсем ҫинче капкӑн лартса тухнипе пӗрех вӗт, — унтан та начартарах! — Ҫапла, анчах укҫа ӑҫтан тупмалла? — калаҫӑва хутшӑнчӗ княгиня. Мӗнле-ха эп ӑна ҫийӗнчех чухлаймарӑм! уксах Левченко пӳрчӗ-иҫ, халь нумай пулмасть авланнӑ вӑл. — Тӗлӗнмелле! Хӑнасем кайма тӑчӗҫ. Ну, эп кӑна Игната каласа паратӑпах! «Мӗнле сиен кӑтартрӑм вара эпӗ сире, Иван Иванович?» терӗ Иван Никифорович. Эпӗ ҫывӑрнӑ пулмалла… — Эсир общество тӳрленсен айван ҫынсем те, хаяр ҫынсем те юлмӗҫ, тесе шутлатӑр-и? — терӗ Анна Сергеевна. Ну? — Кам пулма пултарать-ши? Эсӗ пирӗн хӗрарӑмсене пӗлетӗн вӗт! Ывӑлӗн сӑн-сӑпачӗ, унпа пӗр шӑпаллӑ ҫынсен сӑнарӗсене пӗтӗҫтерсе, ун куҫӗ умне уҫҫӑнах тухса тӑрать, чӗринче пурне те курас килекен туйӑм ҫуратать, ҫав туйӑм, Павел ҫинчен шухӑшланине хӑй тӗллӗнех, сисмелле мар вӑйлатса, ҫав шухӑша тавралла сарса пырать. Каютӑран тахҫанах хытӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Анчах, тӳррипе каласан, эпӗ хамӑн ӗҫпе ҫав тери ермешсе кайнипе, вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман. — Мӗн шуйттанӗ ку! — тусеймесӗр пӳлчӗ Давыдов. Пӗлетӗн вӗт эсӗ, Катюша, эпӗ алӑка хытӑ хупса ҫӳренине юратманнине. Ҫук, ун пек пулас ҫук, пулас ҫук! Николай Петрович пӗрре Феничкӑна ӑна пӗр стакан лимонад кайса партарчӗ; Павел Петрович ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Юлашкинчен Маша ку ӗҫе ҫине тӑрсах сирсе яма шут тытнӑ. Вӑл Верейский патне ҫыру ҫырнӑ. — Ҫапла, ҫапла… Ытлашши тӳрккессӗн калаҫрӑм ҫав эпӗ, ара хам кӑштах шикленсе ӳкнине хӑй те асӑрхарӗ вӗт… Ҫур ҫула яхӑнах вырӑн ҫинче выртмалла пулнӑран, Чернокозов чирлӗ урине ҫав тери курайман. Ӑна хирӗҫ, шухӑша кайса, Жигирева пирус туртса ларать. — Мӗн тӑвас тетӗн эс унта? Анчах ҫакӑн пек самант та пулкалать: ун пек вӑхӑтсенче вара хӑваласа пыракансен хӑйсен мӗнпур пахалӑхӗ ҫумне тата тепӗрне, чи ҫӳлте тӑраканнине, хушас пулать: вӑл пурне те ҫӗнтерсе илекен чӑтӑмлӑх, вӑл сехетпе те мар, кунпа та мар, эрнипе тытӑнса тӑмалӑх тӳсӗм, вӑл пӗр-пӗр шыв хӗррине ҫитсен пулать. Мӗнле-ха вара апла?.. — Гм? — терӗ Аркадий Павлыч. Хула урамӗсем тӑрӑх салтак шинелӗсем тӑхӑннӑ уксах, суккӑр, алӑсӑр, тӗрлӗ тӗслӗн ҫӗмӗрсе пӗтернӗ ҫынсем ҫӳренӗ, вара таврари пур япаласем те вӗсен тумтирӗсен пӳрлӗ тӗсӗ евӗр пулса тӑнӑ. Вӑл ҫав тери хӗрелсе кайнипе сӑмахне те каласа пӗтереймерӗ. Эсир мана пулӑшӑр-ши? — Бойчо патне чупам-ха… Павел полк командирӗн хӑй тӗллӗн ҫеҫ калаҫнӑ пек ҫирӗп те типӗ каланӑ сӑмахӗсене илтрӗ: Пӑшалсӑр пленнӑйсене хаяр тыткаланӑшӑн персе вӗлеретпӗр. Вӑрман уҫланкисенче вӑл виҫӗ-тӑватӑ хутчен кӑвайтӑсен сивӗнсе ҫитмен кӗлӗ ӑшӗнче ҫын кӗлеткин ҫунса хуралнӑ шӑммисене — ӳсал ӗҫкӗ-ҫикӗ юлашкисене — курчӗ. Старик татах чӑмлама тытӑнчӗ. Вӑл ҫырусем пурте тӑван полкран килнӗ. Вӗсене тӗрлӗ кунсенче ҫырнӑ пулнӑ, анчах темшӗн пурте пӗрле ҫитнӗ, вара халӗ, татӑк урасемпе выртса, Алексей ҫав туслӑ ҫырусене пӗрин хыҫҫӑн теприне вуларӗ. Лешӗ инҫетрех мар ӑшӑх вырӑнта чарӑнчӗ те, ун хыҫӗнчен, шыв ҫинче силленсе, темӗнле пысӑк япала курӑнчӗ. Ҫак тӗксӗм январь каҫӗнче Космоса планетӑсем хушшинче вӗҫекен пӗрремӗш карап тухса кайнӑ. — Сӗтӗреҫҫӗ, лаша пек… пӑхӑнуллӑн, айваннӑн… Пӗр-пӗр ытарайми чипер Марье мана, шӑлсӑр старике, Мазепӑна юратнӑ пек юратса пӑрахасси, манӑн катӑк ӑслӑ ывӑлӑм пӗр-пӗр пулма пултармасла ӑнӑҫӑва пула сасартӑк министра тухасси, е кӗтмен ҫӗртен манӑн темиҫе миллион укҫа пуласси ҫинчен ӗмӗтленетӗп. Эпӗ, вунпилӗк ҫулхи ача, хам мӗн тунине пӗлмесӗрех хамӑн чыса ятӑм, хӗрарӑма та ирсӗрленме пулӑшрӑм. Чиркӗвӗн малти аяккинчи пӳлӗмӗсенче те хоругвисем пулнӑ, вӗсен пурҫӑн тӑрӑхӗсем ҫӗре ҫитичченех усӑнса аннӑ, вӗсен ылтӑнланӑ шереписем ҫурма тӗттӗм ҫӗрте йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Вӑл манпа ҫаплах нимӗн те калаҫмасть… — Сӑмах май, кирлӗ пулсан, тӗм хыҫне кайса пӑхас. Кӳлмелли пӗтӗм хатӗрӗсемпе пӗрле Аргентинӑн ҫичӗ пӗчӗк лашишӗн, ҫӗр кӗрепенке типӗтнӗ какайшӑн, темиҫе виҫе рис кӗрпишӗн тата шыв илмелли сӑран михӗсемшӗн малтан индеецсем эрех те ром илесшӗн пулчӗҫ, вара ҫирӗм унций ылтӑнпа килӗшрӗҫ. Пичке ҫинче пӗчӗк хунар ҫунать. Тӗпсакай варринче хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ пӗр вунӑ ҫын, ҫаннисене тавӑрнӑскерсем, вӑрӑм ҫӗҫҫисене хӑйраҫҫӗ… — Эпӗ хам та ҫавнах каласшӑнччӗ, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Залра шӑв-шавлӑ хускану ҫӗкленчӗ, хам сӑмаха пӗтерме кӑна ӗлкӗртӗм — малти ретрисенчен нумайӑшӗ ура ҫине тӑчӗҫ, хыҫалти ретрисем вӗсене лартасшӑн пулса кӑшкӑра пуҫларӗҫ, унсӑр курӑнмасть, вӑл вара патаклӑ аллине ҫӗклерӗ те: — Мана сӑмах парӑр, мана сӑмах парӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ. Кӗтмен ҫӗртенех ҫак шӑплӑхра, таҫти инҫетри горизонт хӗрринчен, темле улӑп сывланӑ пек, хӑрушӑ сасӑ илтӗнчӗ; вӑл ҫывхарса та вӑйлӑланса пычӗ. — Эсир хӑвӑр ӗнер йӑрӑмлӑ кушак ҫури тупасшӑн пултӑр… акӑ эпӗ илсе килтӗм те… Сивӗ лав — ун ҫинче выртакан, шӑнса вилнӗ хуҫи вӑл. — Анчах эсир куна хӑҫан тӑвасшӑн: Лотроп мистер патне кайиччен-и, е… Амӑшне майлӑ кресло ҫине лартсан, вӑл ашшӗпе тепӗр хут васкаварлӑн чуптуса илчӗ те, Аркадипе паллаштарчӗ. «Ҫук, тавтапуҫ. Пӗррехинче Уоррен доктор Джулие повар пӗр кӗленче уксус сапнӑ салатпа танлаштарнӑччӗ, Джулийӗн хӑлхана ҫуракан ҫинҫе сассине илтсен Артурӑн ҫӑварӗнче темӗнле йӳҫенкӗ пулнӑ пек туйӑнчӗ, вара вӑл сасартӑк Уоррен сӑмахӗсене астуса илчӗ. Пӑртак тӑрсан ҫав сасӑ вырӑнне тутапа чӑпӑрт! туса илни, хӗпӗртесе мӑкӑртатса илнисем илтӗнсе кайрӗҫ. Унӑн пӗтӗм трассисем ҫӳлелле вӑраххӑн ҫӗкленекен машина ҫийӗн шуса иртрӗҫ. — Вӑл вилнӗ ӗнтӗ тата ҫӗр ҫинче пирӗшти пулса та ҫӳремест. Муромски хӑйӗн кӳршисене пит хапӑл туса йышӑннӑ, апат ҫиес умӗн вӑл вӗсене хӑйӗн садне тата зверинецне кайса курма сӗннӗ, вӗсене вӑл хӑйӑр сапнӑ таса ҫулсемпе ертсе кайнӑ. — Пуринпе те килӗшетӗп эп, анчах ачху пирки мӗнле-ха? Ҫапла персе пӑрахнисем тепӗр чухне шӑтӑка чӗрӗ халлӗнех ӳкнӗ, анчах вӗсене ҫаплах тӑпрапа витсе хӑварнӑ. Доктор виҫҫӗмӗш этажра пурӑнать, ҫутӑ вара иккӗмӗш этажраччӗ. Эпӗ тухса карӑм. «Кирек мӗнле пулсан та, ку манӑн ҫурт, манӑн ҫемье, манӑн ҫуралнӑ ҫӗршыв…» — шухӑшларӗ вӑл. Ан тив, пӑшӑлтатчӑрах вӗсем… Пирӗн пурин те пӗр тӗллев. Анчах пичче лашине тата хытӑрах хистеме пуҫларӗ. Лаша пуҫне сулласа илчӗ те каллех чарӑнчӗ. Мӗншӗн кирлӗ ҫӗре евит тумарӑн? Пире, те сакӑр, те тӑхӑр миль ишсе кайма тиврӗ. Ҫав самантра эпӗ хамӑн савнӑ Глюмдальклич ҫывӑхӗнче пуласшӑн пит ҫунтӑм. Эпӗ унран уйрӑлнӑранпа пӗр сехет ҫеҫ иртрӗ, анчах иксӗмӗр хушӑра тӗпсӗр вырӑн пек пулса тӑчӗ. — Эпӗ сана каҫаратӑп, — терӗ старик. Юрӗ, пикенсе пӑхам. — Вӑл чаплӑ ҫемьерен тухнӑскер. Анчах питӗ хакла ларать вӑл маншӑн, тур ҫырлахтӑрах! Ҫак каҫ килсӗр ачасемшӗн питех те хӑрушӑ каҫ пулчӗ. Анчах Бухарестран тухнӑ хыҫҫӑн ӑнсӑртран аманнӑ хыҫҫӑнхи тепӗр суранӗ, унчченхинчен ҫӑмӑлрах пулнӑ пулин те, калама ҫук вӑраха пычӗ, София хули патне ҫитичченех тӳрленмерӗ. Икӗ ҫын ансӑр пусма тӑрах пысӑк, йывӑр турӑша ҫӗклесе хӑпартаҫҫӗ, эпӗ вараланчӑк алӑсемпе тата хулпуҫҫисемпе турӑш хӗррине тытса вӗсене пулӑшса пытӑм, хыҫалтан лӳппер манахсем тӗпӗртетсе пыраҫҫӗ, юрлас кӑмӑл ҫукран хулӑм сасӑсемпе юрлаҫҫӗ: — Туррӑн таса амӑшӗ, пирӗншӗн турра кӗл ту… Ҫак черккене ик алӑпа тытса аран-аран ҫӗклерӗм, хуҫа арӑмне сывлӑх сунса йӑлтах ӗҫсе ятӑм. Апат ҫиекенсене ҫакӑ пит хаваслантарнипе вӗсем ахӑлтатса кулса ячӗҫ те, кулӑ сассипе кӑштах хӑлхасӑр пулса лармарӑм. — Огнянов халь ӑҫта? — Тристан д' Акунья утравӗсен урлӑ… Лаг-патент питӗ пулӑшма пултарать: вӑл ҫав тери ансат прибор, «Пилигримӑн» ним пӗлмен, ҫӗнӗ матросӗсене унпа усӑ курма вӗрентме йывӑрах мар. Сывлама чарӑнса — Лось ҫӗрӗкпе пӑнтӑх шӑршиллӗ ҫак мул пухмачне тишкерет; кунта Марс ҫийӗн вӗҫсе иртнӗ пин ҫуллӑхсен кӗнекисене сӑнчӑрласа лартнӑ ӑс-пӗлӳ чӗмсӗррӗн упранать. Ҫав сысна урӑличчен виҫӗ сехет те пулин иртетех ӗнтӗ. — Эсӗ хӑв мӗнле? Стайкӑна култарма хӑтланса, вара йытӑ пек вӗрет. Темиҫе ҫеккунт хушши пӗр мӑчлатмасӑр, ҫивӗччӗн пӑхса тӑчӗ икӗ офицер пӗр-пӗрин ҫине пилӗк е ултӑ вершук хутлӑхран. — Суккӑр ҫав — тенӗ Игнат, — Хӑш-пӗр этем те пурнӑҫра, ҫав кӑнтӑр ҫутинчи тӑмана пекех, ӑшталанать… Каретӑра тӗттӗм, анчах та ун куҫӗсем ҫак тӗттӗмлӗхре те йӑлтӑртатса илчӗҫ. — Ҫук… эпӗ… каймастӑп… Ҫапла ӗнтӗ, социализмлӑ система халӑх хуҫалӑхӗн пур сферисенче те пӗтӗмпех ҫӗнтерсе илни халь факт пулса тӑрать. Эпир кунта барометр пулӑшнипе сӑнава мӗнле ирттермелли ҫинчен кӗскен каласа парӑпӑр. Хам астӑва пуҫланӑранпа эпӗ хамӑр ҫуртри Машӑна та астӑватӑп, хам ун ҫине епле пӑхассине йӑлтах улӑштармалла килсе тухиччен — ун ҫинчен эпӗ халь каласа паратӑп — эпӗ нихҫан та нимӗн чухлӗ те ун ҫине тимлесе пӑхман. — Ҫынсем партие кӗреҫҫӗ… Жидсем патне чупса каятӑн-и ӗнтӗ? Эпӗ пӳлӗмрен тухиччен курткӑн пурӑпа шуралнӑ ҫаннине тасатасшӑнччӗ, анчах Сен-Жером, мана ҫи-пуҫа тирпейлеме те юрӑхсӑр ҫын вырӑнне хурса: «Кӑлӑхах ан чӑрманӑр», — терӗ. Унпа халӗ те ҫавӑн пекех пулчӗ. Суднона мӗнле инкек хӑратса тӑнине Билль Галлей тин ҫеҫ ӑнланчӗ. «Чӑнах ҫапла, — шухӑшларӗ Озеров. Нумай хутлӑ ҫуртсен кантӑкӗсем — хӑшӗ-пӗри ҫӗмрӗк, теприсене хӑмапа ҫапа-ҫапа лартнӑ — этем пурӑнманла туйӑнаҫҫӗ, — урамалла пӗр пуҫ та тухмасть те, пӑхмасть те. Ун пек тусан, пирата намӑс пулассине пӗлет вӑл. Хӗвел пайӑрки малтан Софьйӑн пуҫӗпе хулпуҫҫине ӑшшӑн ҫутатса тӑчӗ, унтан рояль клавишисем ҫине ӳкрӗ те хӗрарӑмӑн пӳрнисем айӗнче сиккелеме тытӑнчӗ. Мӗн кантӑри ҫакӑнса тӑрать ак ку? А эсӗ, тӑмпай, мӗн аллусене усса тӑратӑн?» терӗ вӑл, кӗҫӗнни ҫине пӑхса. — Кайран вӑрҫса пӗтерӗн, Туфта. Ватӑ астроном ҫырма патнелле хӑюллӑн чупма тытӑнчӗ, сиксе каҫма шухӑшларӗ пулас. Вера ҫаксене йӑлтах асӑрхарӗ; унӑн чирлӗ питне тарӑн куляну пуснӑ; вӑл чӳрече патӗнче мӗлке ӳкнӗ ҫӗрте сарлака кресло ҫинче ларать… Хӑрушӑ пӗлӗт васкамасӑр пӗтӗм лапкӑшӗпе ҫывхарчӗ; ун хӗррисем пысӑк та хура ҫӗтӗк-ҫатӑк пек усӑнса тӑчӗҫ; ҫавнашкал ҫӗтӗк-ҫатӑк усӑнчӑкӗсем сылтӑмпа сулахай енче те нумай купаланнӑ. Томӗ вара ӑна хӗрлӗ тутинчен чуптурӗ те ҫапла каларӗ:— Ну, вӑт, пурте пулчӗ, Бекки. — Мӗн тет вӑл? — хӑйӑлтатса ыйтрӗ штаб начальникӗ. — Пӗлетӗр-и, эпӗ вӗсене юрататӑп, анчах пӑхма вӑхӑт ҫук… Ав старшинасем ӗҫсе ӳсӗрӗлсе йӑвана-йӑвана кайнӑ та, куҫӗсем нимӗн те курмаҫҫӗ! Пуля таҫта ҫапӑнса сирпӗнсе кайнӑ иккен, мӗншӗн тесен виҫҫӗн-тӑваттӑн аманнӑ пекех, темиҫе ҫын кӑшкӑрни илтӗнчӗ, унтан пусма ҫинче пӑтрашу пуҫланса кайрӗ, каялла чупакан ура сассисем илтӗнчӗҫ. — Пӗр-ик кунлӑха ҫеҫ. Кама пула-ха тата! О, пӗлес пулсанччӗ вӑл, пӗлеес кӑна пулсанччӗ вӑл… Вунпӗр сехет ҫапрӗ; эпӗ хам пӳлӗме кайрӑм, анчах хывӑнмарӑм: ҫур ҫӗр ҫитессе кӗтрӗм; юлашкинчен ҫур ҫӗр те ҫитрӗ. Командир чӗннине хирӗҫ: «Эпӗ!» тесе кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл малалла ыткӑнас вырӑнне каялла ҫаврӑнчӗ: унтан чакрӗ; унтан пӗшкӗнчӗ те тапӑнакансен урисем хушшипе шуса тухнӑ пекех хӗсӗнкелесе, шӑтӑк патне ҫитрӗ, вара шӑтӑк витӗр тухса, сасартӑк куҫран ҫухалчӗ. Санин ку ҫырӑва икӗ хут вуласа тухрӗ, — епле илемлӗ те чӗрене тивмелле ыррӑн туйӑнчӗ ӑна Джемма алли! — кӑшт шухӑшласа илчӗ те Эмиль еннелле ҫаврӑнса, ӑна ятран хыттӑн чӗнчӗ. Тепӗр виҫӗ минутран Егорушка ӗнтӗ унпа юнашар ларчӗ, унӑн вӗҫсӗр-хӗрсӗр ыйтӑвӗсене хуравларӗ, ҫавна май ҫуллӑ купӑста шӳрпи ҫирӗ. Акӑ король куҫҫуль юхтарсах йӗме тытӑнчӗ, унпа пӗрле ыттисем те макӑраҫҫӗ. Каллех авторитета пӗтӗмпех пӑсни пулать ку…» — Гето… хуть эс те пулин итле мана, прапор, — кӳренӗҫлӗн калаҫрӗ Лех, — лар, ӗҫ-ха эрехне… — «Патагонец» тени — испанилле «пысӑк ураллӑ» тени пулать. Акӑ мӗн каласа кӑтартнӑ малалла Соломон: патшан пӗртен-пӗр хӗрӗ, тӗлӗнмелле хитре те хӗрӳ пике, ҫӗнӗ повара вӑрттӑн юратса пӑрахать иккен, ҫакӑн ҫинчен вӑл ӑна ирӗксӗрех пӗлтерет; пӗррехинче вара вӗсем иккӗшӗ ҫӗрле керменрен тухса тараҫҫӗ, вӗсене хуса ҫитеҫҫӗ те каялла илсе килеҫҫӗ, Соломона ҫакӑншӑн вӗлермелле суд тӑваҫҫӗ, тӗрме тӗпӗнчен ун ӑнсӑртран ҫеҫ тарса хӑтӑлма май килет. Анчах вӗсене те туземецсем, сире лекнӗ пекех, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллельрен ҫурҫӗрелле илсе кайнӑ тесен, ӗненме пулать-ши ҫаксенчен шухӑшласан? Аркадий Павлыч хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Анчах пӗтӗм полк ҫамрӑксенчен ҫеҫ тӑрать, темелле — ман пек вӑтӑр ҫул урлӑ каҫнӑ «стариксем» виҫҫӗнччӗ-ши е тӑватта ҫитетчӗ пулӗ. Ун пек хӑтланма хӑяс ҫук вӑл, шиклӗ ӗҫ. Шывӗ хутшӑннӑҫемӗн хутшӑнса пырать. Эпӗ органа маҫтӑра та кӑтартса пӑхрӑм — юсама та илмест. Урамра маншӑн ҫаксем пурте кулӑшла пек туйӑнса кайрӗҫ, тен, вӗсем хӑйсем те эпӗ ахӑлтатса кулнине илтрӗҫ пулӗ. Мӗнле вӑй унран хӑватлӑрах? Никита, ыйхӑ витӗр илтнӗ пек, Тихон сассине илтрӗ: — Пӑр вӑл — шыв; юн вырӑнне юрас ҫук вӑл… Кирка вӑл леш «Дубровские» вуласа тухнӑ Киренах, «Маша Дубровские качча тухнӑ» текенни. — Петруха чирлӗскер, вӑл вилӗмрен хӑрать, — терӗм эпӗ. — Малашне мӗн пулассине каланисем пирки, — хушса хучӗ вӑл, кӑштах шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, ассӑн сывласа: Ie suis payee pour y croire; аттен вилес кунне ҫеҫ мар, сехетне те Кирюша чылай малтан тӗп-тӗрӗс систерни ҫинчен каласа кӑтартнӑччӗ пулас эпӗ сана. Кӗртӗн-и, шӑллӑ? — терӗ вӑл шӑппӑн. Мӗншӗн тӳрех станцие, округа ӑсатмарӑн? Алӑра патак пулмасан вара, упаленсе, ҫул ҫинчи япаласене алӑпа хӑвӑрт-хӑвӑрт хыпашласа ҫӳрет. Пултараймасть. — Лейтенант юлташ, асли турӗҫ эппин? Эпир пост та тытман, христиан тӗнӗн ытти йӑлине те пурӑнӑҫламан: ӗҫсӗр ҫын мӗнле ӗҫмесӗр пурӑнтӑр-ха? Унтан вӑл хӑйӗн ҫӗмрен йӗпписене хумалли енӗнчен вӗҫне хура обсидиан чулӗ лартса тунӑ питӗ шӗвӗр те пӗчӗк ҫӗмрен йӗппи туртса кӑларнӑ. Эпӗ ытла та чӑтӑмсӑрлантӑм: хамӑн лаша ҫине утлантӑм, ун хӑлхисем хушшинчен пӑхатӑп, картиш тӑрӑх ун-кун ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп. Чӳречерен кӗме юрать-и? Аран-аран лӑплантартӑм. «Ан путах, Ульяна кинеми, — тетӗп, — пурӗпӗр пирӗн ҫырмара сана путмалӑх шыв ҫук. Анчах Талькав, унӑн шухӑшне ӑнланса илсе, апла маррине пӗлтерсе пуҫне сулларӗ. — Чиперех, йӗркеллӗ. Хаҫачӗ алла илсенех вуламалла май хуҫланчӗ. Унта «ученӑя хӳтӗлесе» ятлӑ статья пур. Уралти работница янӑ шарфпа носкине Умрихина пачӗҫ; Саша ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илнӗ те, шухӑша кайса, ҫурма сасӑпа юрласа янӑ: — Тинӗс урлӑ ҫил вӗрет, — тӗтре хуса вӑл килет… Тӑхтаса тӑма сӑлтавӗ ҫук. Мелке тӗлӗнче пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫапах та вунтӑваттӑмӗш круга ҫитичченех вӑл хӑйӗн мӗнпур техникине кӑтартма тӑрӑшнӑ. Темиҫен Осип Михайловича шырама чупрӗҫ. Юлашкинчен пачӑшкӑ йӑл кулса ячӗ те тӳпенелле пӑхрӗ, псалтырьне кӗсйине чикрӗ, вара:— Finis! — терӗ. Вӑл сӑмаха тӗлсӗр персе ямасть, пурпӗрех тӗл тивертет, тӗлсӗр перекен ҫын мар вӑл! Эпӗ каласа панисене вӑл ҫав тери тимлӗн итлесе ларатчӗ, эпӗ каласа панисем тӑрӑх питех те ӑслӑ асӑрхаттарусем тӑватчӗ. Джон Мангльс миҫемӗш долготара тӑнине пӗлет, мӗншӗн тесен карап Ҫӗнӗ Зеландин хӗвеланӑҫ ҫыранӗсем патӗнче пулни ӑна паллӑ. Паллах, манӑн аяла анса тупӑкран укҫана илес килчӗ, анчах хӑюлӑх ҫитереймерӗм: минутсеренех тул ҫутӑлса пычӗ. Кӗт кӑштах: кампа та пулин тӗл пулатӑн та, акӑ, юратса пӑрахатӑн — ун чух унпа хулана ҫеҫ мар, тӗнче хӗрринех те кайӑн. «Манӑн ҫуралнӑ ҫӗршыв Украина тесе кам каларӗ? Пӑхмашкӑн Зеб Стумп пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ пек туйӑннӑ, ӳт-тирӗ унӑн тӗксӗм пулнӑ, сӑн-сӑпачӗ пӑхма сиввӗн туйӑннӑ. Унӑн шанчӑклӑ тарҫи Фелим пӳлӗм варринче пукан ҫинче ларать. Эсир — ылханлӑскерсем! Ҫул пуҫ тупӑнчӗ. Никита Ильич кун ҫинчен пӗлнӗ, вӑл та пур ӗҫсене те хӑйӗн ӑсӗпе шухӑшласа пӗлетчӗ. «Мана тупа туни кирлӗ мар, мана эсӗ сӑмах пани те ҫитет», — тенӗ Лиза. — Тӑваттӑ? Вӑл ҫакӑн ҫинчен пӗлтерчӗ те, тепӗр пилӗк-ултӑ кунтан Окленда ҫитетпӗр терӗ, вара урӑх нимӗн те чӗнмерӗ. Эх вӗресе кайрӗ мӗнпур юн тымарӗсенче ҫамрӑк юн! Вӑл ӗнтӗ вӗҫет кӑна мар, вӑл ҫапӑҫать. Вӑл ҫук пулсан юри тарнӑ тесе шутлама пултараҫҫӗ, хӑравҫӑ тейӗҫ…. Озеров урине вӑрӑммӑн пусса, тӗпек ҫинчен уттарчӗ. Эпӗ хам ӗмӗрте те… Полли мӑнаккӑшӗ хӑй сӑмахне каласа пӗтереймерӗ, мӗншӗн тесен Том пырса кӗчӗ, михӗсем йывӑррйпе вӑл аялалла пӗкӗрӗлнӗ. — Эсӗ мӗн, председатель, ҫӑварна каратӑн та, хӑв, пулӑ пек, чӗнместӗн те тата? — С`еst charmant, Lise, Lise, venez ici пӳлӗмӗ — Теньер пулӗмӗ пек, куратӑн-и, йӗркесӗрлӗх, сӗтел, ун ҫинче бюст, алӑ, палитра; акӑ, тусан, куратӑн-и, тусана мӗнле ӳкерсе хунӑ! с'еst charmant! Вара вӑл вӑранасса кӗтме тытӑнтӑм. — Сирӗн мулсене тата хытӑрах чуптарма пулмасть-ши? Ҫынсем хӑйсен вырӑнӗсенчен тӑраҫҫӗ те, куҫҫульпе ҫӑвӑнса, хӑйсен ҫылӑхне йышӑнакансен сакки патне пыма талпӑнаҫҫӗ; ҫавӑн пеккисем пурте малти саксем патне пуҫтарӑнсан, вӗсем юрлама, ухмаха ернӗ пек ҫухӑрма тытӑнчӗҫ, улӑм ҫине ӳке-ӳке лап сарӑлса выртрӗҫ. Ку тӗлӗк пулӗ, вӑл часах сирӗлет пулӗ тесе шутласа, Андрий куҫӗсене ытларах уҫрӗ те хӑйӗн тӗлӗнче чӑнах та темле типсе начарланса кайнӑ питлӗ ҫын тӑнине, вӑл ӑна тӳрех куҫран пӑхнине курчӗ. Ертсе пыраканӗсене эпӗ хам алӑ ҫинче йӑтса пытӑм. Хула хапхи патне ҫитесси икҫӗр ярд юлсан, эпӗ вӗсене ҫӗр ҫине антарса ятӑм та государство секретарӗсенчен пӗрне хам килни ҫинчен хыпарлама тата его величество мӗн хушассине кӗтсе тӑратӑп, тесе пӗлтерме ыйтрӑм. Артём пушӑ чей куркине хӑй умӗнчен аяккалла тӗртсе лартрӗ те, Павка ҫине пӑхса, калама тытӑнчӗ: — Ну, ак мӗн, шӑллӑм. Хӑйӗн ӗҫӗсемпе пуянлӑхӗ, тата чапӗ ҫинчен тем пек шухӑшлама хӑтлансан та, ҫапах ӑна шикленес шухӑш ҫӗнтернӗҫемӗн ҫӗнтерсе пынӑ, хӑть те мӗн ҫинчен шухӑшласан та, пӗр шухӑш ун пуҫӗнчен кайман: «Мӗншӗн-ши эпӗ ҫав Кӑршка-кассинчех ҫывӑрмарӑм?» — тенӗ вӑл. Ку хӑрушӑ самант пулчӗ. Унӑн хӑрани хӑй хӑраса ӳкнинчен те хӑвӑртрах иртсе кайрӗ. Эпӗ Иконина сӗннӗ синтаксис ыйтӑвӗ ҫине хӑвӑрт ответ патӑм, анчах профессор сӑнне салхулатрӗ те пуҫне манран урӑх еннелле пӑрчӗ. Ромашка ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Пирӗн пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла пулнӑ пулӗ. Унтан мана никама та ан кала тесе астутарчӗ те кимӗ ҫине анчӗ; ун хыҫҫӑн эпӗ те анса лартӑм, вара эпир часах Исланди ҫӑрӗ ҫине тухрӑмӑр. Аяккинчен пӑхсан сакӑр карап, тискер хир сыснине хупӑрласа илнӗ йытӑсем пек курӑнать; вӑл сасӑ памасть, шӑлне ҫеҫ йӗрет. — Чей ӗҫӗпӗр те чуптарӑпӑр. Ашшӗ ӳсӗрсе илчӗ те ерипен пӳртелле кайрӗ, ун хыҫҫӑн Яков чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ. Вӑл пӗр ури ҫинче вӑрт! ҫаврӑнчӗ те, тусӗсене чӗнсе пулмалла, икӗ пӳрнине ҫӑварне чиксе вӑрӑ-хурахла ши! шӑхӑрчӗ, унтан ҫил пек вӗҫтерчӗ, тусан витӗр унӑн хура ура тупанӗсем мӗлтлетни ҫеҫ курӑнса юлчӗ. Штабра пӗлетчӗҫ ӗнтӗ Катя килни ҫинчен, вӗсем епле пӗлнинчен тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ. Ҫав юланутсем тӑваттӑшӗ те мексиканецсем пулнӑ. Вара мана намӑссӑн туйӑнса каять: ну, паллах ӗнтӗ, вӑл пурне те курать, йӑлтах пӗлет, ҫак минутра ман ӑшӑмра мӗн пуррине те пӗлет. Хӳме урлӑ каҫнӑ тӑватӑ пиратран пӗри ҫеҫ чӗррӗн юлчӗ. Вӑл, хӑйӗн кортикне ҫапӑҫу хирнех пӑрахса хӑварса вилес пек сехӗрленнӗскер, часрах тарас тесе, хӳме ҫине чӑрмаланса хӑпарать, кашни хутӗнчех персе анать. Апла пулсан та, йышӑнас пулать, ман пурпӗрех ҫын хырӑмне кӗрес килмест. Аллӑ утӑма яхӑн вӑл шывӑн юшкӑнлӑ тӗпӗ тӑрӑх утса пычӗ, унтан ишме пуҫларӗ. Шкапсенчен, сентресенчен, библиотекӑсен тӗттӗм кӗтесӗсенчен ӑсчах марсиансен пӗркеленчӗк, кукша пуҫӗсем чул куҫсемпе тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫыннӑн тӗлӗнмелле калавӗ мана ҫав тери интереслентерсе ячӗ, эпӗ вӑл каланисене епле те пулсан тӗплӗнрех ҫырса пыма тӑрӑшрӑм. — Э-э, кур-ха, онбаши хайхи ҫырӑва манса хӑварнӑ-ҫке, — терӗ те вӑл ҫӳлӗк еннелле кӑтартрӗ. — Мӗнле сӑмах? Вӑл пурӗ те чӗнсене хытӑрах ҫыхмалли меслет шухӑшласа кӑларма кӑна пултарать, чӗнсем хытӑ туртӑнсан вара, урӑх нимӗн тума та пӗлмест. — Ҫак хӗл, Елена Николаевна, февральте. Павел патне пӗчӗк офицер сиксе пычӗ, ялав авринчен тытса, ҫуйӑхса кӑшкӑрса ячӗ: — Пӑрах! Ҫав номерӗн хыҫалти алӑкӗ тавернӑпа кивӗ кирпӗч склачӗ хушшинчи пӗчӗк тӑкӑрлӑкалла тухать. — Кузьма! — кӑшкӑрчӗ Андрей. Ҫав карта ҫумӗпе, типшӗрнӗ вырӑнсене урисемпе сыхлануллӑн пусса, ҫынсем васкамасӑр ирте-ирте каяҫҫӗ. — А эсир ман пата операци сӗтелӗ ҫине ҫакланнӑ пулсан, эпӗ сире, савнӑ полковникӑм, кашни икӗ минутран касса тӑнӑ пулӑттӑм, хушаматӑра та ыйтмӑттӑм. Пӗчӗк хунар ун ӑшчиккине йӑлтах ҫутатрӗ. Ҫурт-йӗрсем ҫав тери кивӗ пек, нумай хура-шур чӑтса ирттернӗ ветерансем пек туйӑнаҫҫӗ, сирӗн ҫине вӗсем мӑнаҫлӑн тата кӑштах йӗрӗнерех пӑхса лараҫҫӗ пек. — Мӗн ҫыпӑҫрӑн, йӗксӗк? — кулкаласа ҫухӑрса ячӗ хӗрлӗ те ҫап-ҫаврака питлӗ-куҫлӑ Устенька, ун ҫинелле аллисемпе хӑмсарса. Ӳпкелешмен, иккӗленсе тӑман… ҫаксем пурте — мана, мана… — Ҫапла, ҫапла, пурте сана, мӗншӗн тесен сана юратаҫҫӗ. Ах, Дмитрий! Ку вӑл ҫапла вӗҫленчӗ те вара. Окленд провинцинче Дрюрире тата Мэре-Мэре тенӗ ҫӗрте чугун ҫулсем тунӑ; пӑлхав тапратса хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ ҫӗрте те вӗсем линисем хураҫҫӗ. — Израэль Флинт патӗнче канонир пулнӑччӗ, — терӗ Грэй, хӑрӑлтатнӑ сасӑпа. Ниловна пурнӑҫӗ тӗлӗнмелле лӑпкӑ иртме пуҫларӗ. Вӑл Мефф Поттер пулчӗ. Юратса панӑ пӗчӗк парне, чӗре тӗлӗнче тытса усранӑскер, хӑйне усракан ҫыннӑн кун-ҫулне ҫӑлса хӑварнӑ. — Вӑт мӗнле вилӗмпе вилме тӳр килсе тухрӗ ӑна, шухӑшлама хӑрамалла! Ухатана кайнӑ чух пӑхатӑп та ҫапла — нартӑсем тӑра параҫҫӗ. Вӑл пур ачашлӑхсен тӑшманӗ; нумайӑшӗ кун пек хытӑ чӗреллӗшӗн ырламаҫҫӗ ӑна, мӑнкӑмӑллӑ та туйӑмӗ ҫук унӑн тесе шутлаҫҫӗ; анчах ун пек ҫынсене яланхи аршӑнпа виҫме ҫук, тӗрӗс мар-и? — Мӗншӗн кирлӗ пулнӑ-ха вара мана, мухтавлӑ Увар Иванович? Пурте вӗсем ҫине сӑхӑ куҫпа, чӗлхисене ҫула-ҫула пӑхаҫҫӗ; унтан укҫана миххе ячӗҫ. Ҫитменнине тата эпӗ вӑл тарса каясран яланах хӑраса пурӑнатӑп. Бенедикт пичче тесен, вӑл, хӑй йӗри-тавра кирлӗ чухлӗ хурт-кӑпшанкӑ вӗркӗшсен, хӑйне пур ҫӗрте те аван туять. — Эсӗ мӗскерле-тӗр аван мар япала ҫинчен шухӑшлатӑн. Бӑрзабегунек ӑҫта пурӑннине пӗлетӗн-им тата, леш, сарлака сухаллӑ нимӗҫ? Ун ҫумӗнче, ку ҫын питех те пуян маррине палӑртса, пӗчӗк чемодан выртать. Мӗншӗн? Пирӗн ялхуҫалӑхӗ пушшех те илемсӗр пулнӑ. Башкирне те, киргизне те курнӑ: тен Пугачевран та ҫӑлӑнӑпӑр. — Санӑн сылтӑм аллунта мӑн япала? Ҫапах та ҫӳревҫӗсем аллисене усмарӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем документра кӑтартса панӑ вырӑна ҫитмен-ха. Ҫакӑн ҫинчен эпӗ хӑш чухне ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшласа выртатӑп… — Иккӗлле ӑнланмалла калаҫатӑр эсир, тухтӑр, — асӑрхаттарчӗ Мирон, пит-куҫне пӗркелентерсе. Вӑл ҫул ҫине ӳкиччен Джемма ӑна васкаса ярса тытрӗ. Кӗтӳ шырлан хӗрне ҫывхарса Хӗрлӗ Тӑрнана ҫитме пуҫланӑ. Ампутаци! — Ну, да. Варюхӑна качча илетӗп. — Манӑн кун ҫинчен шухӑшлас пулать… шухӑшласах пулать ман… — Апла шанчӑклӑрах пек туйӑнать! — Американецсемпе акӑлчансем пӗр-пӗринпе тӳпелешсе кайсан лӑплантарма ҫеҫ… — ӑнлантарчӗ вӑл. Вырӑна ҫитсен, яхта пырассине кӗтӗр, сире судно ҫине кӗртме эпӗ майне тупӑп. Анчах этем техники халлӗхе талӑка пӗр секундлӑх та вӑрӑмлатма е кӗскетме, Ҫӗре Хӗвел тавра хӑвӑртрах ҫаврӑнтарма пултараймасть. Эпӗ вӗсене выльӑха тухма кансӗрленӗ… Миргорода вуникӗ ҫул хушши курманччӗ. — Епле? — Ку ыйтӑва эпир иксӗмӗр татса параймастпӑр. Аслӑ Артамонов Тихон Вялова та йӗкӗлтеме пӑхнӑ, анчах ку та питӗ йывӑр пулнӑ. Татариновсен хваттерӗнче нимӗнех те улшӑнман, япаласем кӑна палӑрмаллах сахалланса юлнӑ. Вӑл мана эпӗ ӑна малтанхи хутӗнче курнӑ пекех йышӑнса илчӗ, тумланассине ҫеҫ урӑхла тумланнӑ; кӑвак юбкӑпа, хура бархат кофтӑпа, уҫӑ мӑйӗнче бирюза хӗресӗ вӑл уйӑп ами пек туйӑнатчӗ. Королева Марго пурӑннӑ хваттерте халӗ пысӑк йыш пурӑнать: пилӗк барышня, пӗринчен-пӗри хитререхскерсем, икӗ гимназист, — ҫав ҫынсем маш кӗнекесем параҫҫӗ. Эпӗ вӑрмана кӗрсе пытантӑм, тек сулӑ таврашӗпе ҫыхланас мар терӗм — ара, унта хунарсемпех каллӗ-маллӗ утса ҫӳреҫҫӗ те-ха. — Ҫавӑ. Хулара, ахӑртнех, — ҫав тери пӗлтерӗшлӗ пулӑм. Ну, Соломон, ил япалисене! Тульккӗ хӑратӑп, эсир, ахӑртнех, ӑнланаймӑр… — Юрӗ ӗнтӗ! Ырӑ кӑмӑлпа вӑрҫни — калама ҫук кирлӗ япала. Эсир халь кӑна курнӑ ҫынсене хӑвӑр шухӑшӑрпа ҫав йывӑр вӑхӑтсенче пуҫа усма мар, чун хавалӗпе ҫӗкленсе ҫапӑҫнӑ геройсем вырӑнне хуратӑр та, уҫҫӑнах ӑнланса илетӗр: вӑл геройсем хулашӑн мар, тӑван ҫӗршывшӑн пуҫӗсене хума киленсе хатӗрленнӗ. — Мана ӑнланма ҫук-и? — терӗ Катя хавхаланса. Эсӗ, Давыдов юлташ, ҫав Лушкӑна е бригадӑран хӑваласа яр, е кала ӑна, хӑйне вӑл хӗрарӑм пек тыткалатӑр. Эпир тара куҫарса тата хамӑр каютӑсене майласа тӑрӑшсах ӗҫлерӗмӗр, юлашкинчен ҫыранран юлашки матроссем, вӗсемпе пӗрле Тӑсланкӑ Джон та, ҫитрӗҫ. Эпӗ хампа пӗрле Мещерский князӗн «Петербургри вӑрттӑнлӑхӗсене» илсе тухса карӑм та ҫав кӗнекене пит тимлӗн вулама пуҫларӑм, анчах малтанхи страницӑсем хыҫҫӑнах мана Петербургри «вӑрттӑнлӑхсем» мадридрисенчен, лондонрисемпе парижрисенчен чылай кичемлӗрех пулни палӑрса карӗ. Давыдов кулса илчӗ: — Нумай пысӑкрах-и? Ҫынсем выҫӑпа ҫеҫ мар, тата шывсӑр типсе асапланаҫҫӗ. Ӑссӑрла, паттӑрла, вут-ҫулӑмла савӑнӑҫпа янӑрать музыка. Букин пиччӗшӗ, аллипе сулкаласа, шӑллӗне ӗнентерме тӑрӑшрӗ: — Чӑн та ҫав — тӗресех! Унӑн ачаш та ӑслӑ чунӗ ытла аптраса ҫитнипе вӑл темле шухӑшласа та пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫав шухӑшсем ун пуҫӗнче тӑвӑл хуса янӑ пӗлӗт пек каплана-каплана тӑчӗҫ те, хӑйне Муратлийский арӑмӗ тарма йӑлӑнса чӗннине те хӑлхине чикмерӗ. — Мӗн ятлӑ эсӗ? — ыйтрӗ Челкаш. Ӑна кӑмӑл тумасӑр хӑвармарӗҫ, вара фургон айӑккипе ҫавӑрса майӗпенех кайрӗ. Редрэт хӑйӗн коридорти постӗнчен пӑрахса кайса кимӗ ҫине сикрӗ. Капитан Смоллетта лартас тесе эпир кимӗне карапӑн тепӗр енне илсе пытӑмӑр. Апла пулсан, Марсель хулинчен килнӗ литература сирӗн патӑрта пулнӑ? Буфетчик хӗрӗн кӑкӑрӗ хӑпарса тӑрать, ҫӳҫӗ ыраш улӑмӗ тӗслӗ. Пуян буфетчик ӑна кӗпӗрне хулинчи гимназире вӗрентет. Эпӗ ҫаплах чӗркуҫҫи ҫинче ларатӑп, хӗр ҫине питӗ хурлӑхлӑн пӑхатӑп. Астӑватӑн-и, мӗнле эпӗ кӗленче тунӑ ҫӗрте ӗҫлеттӗм? Ун чухне пурте вӑрҫӑ ҫинчен калаҫатчӗҫ, вӑрҫӑ пуҫланнӑ кӑна та-ха. Вӑл Сухуми ҫинчен. Унти ырӑ пурнӑҫпа ӑшӑ ҫанталӑк ҫинчен калаҫать. — Эпӗ хӑтланса пӑхрӑм, анчах нимӗн те тухмасть, Том. Тӳлек те пӑтранчӑк Ока шывӗ ҫинчен тӳлек ҫил тӗлӗрнӗ пек вӗрет; сывлӑм ӳкнипе йывӑрланнӑ сарӑ тӑрӑллӑ чечексем чӳхенкелесе лараҫҫӗ, кӑвак колокольчик вӑйсӑррӑн ҫӗр ҫумнелле усӑнса аннӑ, тӗрлӗ тӗслӗ бессмертниксем сахал ҫимӗҫ тӑвакан ҫерем ҫинче типпӗн карӑнса тӑраҫҫӗ, «ҫӗрлехи хитре чечек» гвоздика хӑйӗн хӗрлӗ ҫӑлтӑрӗсене уҫать. Вӗсем мана урӑхла пурӑнӑҫ — ҫынсене паттӑрла ӗҫсемпе преступленисем тӑвасси патне илсе пыракан пысӑк кӑмӑл шухӑшсен пурӑнӑҫне кӑтартса паратчӗҫ. Суккӑр, тинӗс хумӗсем кӗрленӗ пек шава итлесе, пуҫне усса ларать. Килӗшетӗп, хирӗҫҫи нимӗн те ҫук манӑн. Вӑт ҫапла. Марийки хӑнана вӑрт пӑхса илчӗ те хӑй тӗ пӗлмесӗр, темшӗн ӑна тӑрӑхласа, чӑрсӑррӑн ответлерӗ: — Мӗн мирӗ пултӑр? — Окружкома кай, Нагульнов! — кӑшкӑрса ячӗ кӗтесрен Балабин, унтан, ҫурма сӑмах ҫинчех райисполком председателӗпе калаҫма пӑрахрӗ те, алӑка хыттӑн шалтлаттарса хӑварса, пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Ӑнланатӑн-и? — Эпӗ-и? Вӑт кала ӗнтӗ негрсен актер таланчӗ ҫук тесе. Шпек — дай! — теме тытӑнчӗ. Пичче ҫак тӗлӗшрен хӑй пӗрре те иккӗленмен. Унтан сывлӑш ҫавӑрса ячӗ те калать: «Лектереймерӗм путсӗре! Вара тӑтӑм та — тытӑнтӑм утма, тытӑнтӑм утма! Пирвайхи минутра, Пӑван ҫӗр ҫинче вилес умӗн тапкаланса выртнине пӑхса, офицерсемпе салтаксем юпа пекех хытса тӑчӗҫ. Унтан врачпа полковник кӑшкӑрса ун патнелле чупса кайрӗҫ, мӗншӗн тесен Пӑван хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑрса ҫӗкленчӗ те каллех салтаксем ҫине пӑхрӗ, каллех кулма пуҫларӗ. Ҫакӑн пек шухӑшласа кайсан, Яков Лукич сасартӑках, темле, ӑнланмалла мар тунсӑхласа, ӑшӗ вӑркаса килнине чунӗ ыратмаллах туйса илчӗ. Ку хура шӑпа пулни ҫинчен эпӗ пӗртте иккӗленмерӗм. Эпӗ ӑна ярса тытрӑм та, унӑн тепӗр енне илемлӗ те уҫӑ саспаллисемпе ҫырнине асӑрхарӑм: «Сана каҫхине 10 сехетчен срок паратпӑр» — тесе ҫырнӑ. Вӗсем пӗр паллӑ формӑллӑ пулман, кӗлеткине тата вырӑнне пӗрмаях улӑштарнӑ; е пӗр минутлӑха чарӑна-чарӑна тӑнӑ, е тата, коньки тӑхӑннӑ улӑпсем пек, ҫунса кӑмрӑкланнӑ ҫӗр ҫийӗпе ярӑнса ҫӳренӗ, тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӗлӗнмелле кукӑрӑлкаласа, ҫӗр тӗрлӗн хуҫкаланса, пӗр-пӗрин патнелле тайӑлкаласа илнӗ. Лейденран таврӑннӑ хыҫҫӑн хамӑн ырӑ кӑмӑллӑ учитель мистер Бетс пулӑшнипе эпӗ «Чӗкеҫ» ятлӑ карап ҫине хирурга кӗтӗм. — Эсир укҫана пӗтӗмпех тӳленӗ-и е задаток ҫеҫ панӑ-и? — интересленчӗ Леноре фрау. Тӑваттӑмӗш, чӳречесӗр енне икӗ тӗреклӗ ӳчкӗл ҫапса лартрӗ; мана ут ҫинче ҫӳрес килсен, юланут ҫав ӳчкӗлсене чӗн тирсе илетчӗ те ещӗке хӑйӗн пиҫиххи ҫумне тӳмелесе лартатчӗ. Тьфу! Вӑл вӗсене атӑ хывмаллипе хӗнетчӗ, — терӗм эпӗ, ҫаксене асӑннипе чӗре хӑвӑрттӑн тапма пуҫланине туйса, — хӗрачана вӑл тата хытӑрах хӗнетчӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачи хирӗҫ тавӑрса пама та пултарнӑ. Калас пулать сире: вӑл питӗ нумай вӗреннӗ ҫынччӗ тата питӗ хаярччӗ, Швейцари ҫынни — питкуҫӗнчен те вӑл пултаруллӑ ҫын пулни курӑнсах тӑратчӗ! Юхан шыв варринче, чи хӑвӑрт юхнӑ ҫӗре ҫитсен, Мери сасартӑк йӗнер ҫинче сулкаланса илчӗ. Анчах вӑл кӑштах юсавлах марччӗ-ха… «Мӗнле пулсан та, пирӗн ҫӗршывран хӑваласа янӑ пуклак пуҫсем Блефуску империйӗнче шанчӑклӑ хӳтлӗх тупнӑ. Аркашка, чупнӑ май анса ларакан йӗмне ҫӗкле-ҫӗкле, чӑх картине вӗҫтерчӗ. Серёжа тӗлӗнсе пӑхрӗ: — Ҫук, пӗлместӗп. Вӑл паллӑ мар. Тӗрӗс шутлатӑп-и эпӗ? Ну, эп кайрӑм. Ҫавӑнпа чи нумай вӗреннӗ ученӑйсем те тусен тепӗр енче кам пурӑннине тата унта пурӑнма май пуррине пӗлмеҫҫӗ. Ун чӗрҫи ҫинче сарӑ кушак ҫури выртать, чӗрнисемпе утмӑл турат ҫыххине тӑрмалать вӑл. — Кайран? Йыт аҫисенчен чи хаяррисем хӑш-пӗр тӗлте ӳтне те ҫыртса пӑхма ӗлкӗрчӗҫ. Тепӗр вунӑ минутран вӑл килелле уттарчӗ, анчах тӑкӑрлӑкпа мар, Шырланпуҫри ӗҫсӗр аптранӑ хӗрарӑмсем ан курччӑр тесе, айлӑмпа, ҫырма хӗррипе кайрӗ… Темиҫе хутчен шакка-шакка итленисем Павела йӑлӑхтараҫҫӗ, вӗсем ӑна ывӑнтараҫҫӗ. Аллисем мар, вӑл пӑхни, — савӑнӑҫлӑ та ватӑ куҫӗсем те мар — пӑхни тӗлӗнтерет. Ҫавӑ пӑхни — старике вӑхӑтран вӑхӑта кресло ҫинчен мӗнпур хӑватлӑ пӗвӗпе урисем ҫине ҫӗклесе тӑратнӑн та унӑн мӗнпур ӑслӑлӑхне уҫса панӑн туйӑнать. Хӑй тумӗн вӗҫне ярса тытрӗ те вӑштах туртса ҫӗклерӗ, пуласса ҫакӑ пӗр самант хушшинче кӑна пулса иртрӗ-ха, ҫапах эпӗ те, ман мӗнпур ҫыннӑмсем те Сав майра-патшин, хитре Балкис-Македӑн, этем урисемех иккенне курса юлтӑмӑр, анчах вӗсем кукӑрччӗ те ҫӑп-ҫӑра ҫӑмпа хупланнӑччӗ. — Сирӗн паллӑ! Кладовӑя телейсӗр Зельцер пӗр-пӗччен тӑрса юлчӗ. Эсир мӗн шухӑшлатӑр-ха?.. Ну, вӑл ахаль те паллӑ, сахал мар ӗнтӗ! Виҫҫӗмӗш «хо» илтӗнсен, кабестан рычагне харӑссӑн туртса кӑларчӗҫ. Акӑ вӑхӑт ҫитрӗ — тӗксӗм Ҫӗр кӗлетки пӗтӗм куҫа хупласа илчӗ. Хӗрарӑмсем хӑйсене пур арҫынсем те ман пекех лайӑх пӗлчӗрччӗ тесе ӗмӗтленмелле, мӗншӗн тесен вӗсенчен хӑрама пӑрахнӑранпа, пӗчӗк ҫитменлӗхӗсене пӗлсе ҫитнӗренпе эпӗ вӗсене ҫӗр хут та ытларах юрататӑп. Ӗнер ма праҫник пулчӗ-ши тесе хурланать вӑл, мӗншӗн тесен ирӗкре ҫӳренӗ хыҫҫӑн ирӗксӗрлӗхе таврӑнасси тата йывартарах. Чапа е мухтава тухас кӑмӑл! Воропаева пур енчен те шинелӗнчен турткаларӗҫ, хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗҫ: «Ыран килмелле, теҫҫӗ?» е: «Тӗрӗс-и: Молотов телефонпа Корытова чӗннӗ, теҫҫӗ?» Пӑх: Скоробящая, Троеручица, Абалацкая-Знамение, Не рыдай мене мати, Утоли моя печали, Казанская, Покров, Самистрельная… — Пӗлетӗр-и, эпӗ часах выртатӑп пулмалла, — терӗ пӗрре аҫа-ҫури, ҫумӑр ҫунӑ кун. Повӗҫри ухмахрах герой хуҫана пит те кӑмӑла каять, вӑл улпут ывӑлӗ мыскара курса ҫӳренисенчен куҫҫуль юхичченех ним хӗрхенмесӗр ахӑлтатса кулать. Пӗр ҫул иртсен, картинӑна туса пӗтернӗ. Кам пӗлет, тен, хӑҫан та пулсан, ҫӗр ҫул иртсен, ҫак укҫа ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ӑру Павел Шубина хисеплесе лартакан статуйӑна тунӑ ҫӗре кайӗ! Пӗррехинче кӑнтӑр кӗлли хыҫҫӑн, — хальхи пекех астӑватӑп-ха, пиллӗхлӗ патшамӑр Александр Павлович кунӗччӗ ун чухне, — таса атте Христофор алтарьте ман ҫине ачашшӑн пӑхрӗ те ҫапла ыйтрӗ: «Puer Bone guam appellaris». Ҫак хушӑрах пирӗн судсем тавлашуллӑ ӗҫе ялан тавлашакан енӗсем пачах пӗтсе ҫитсен тин татса параҫҫӗ. Халӗ ҫумӑр тем пек кирлӗ!» — тет хайхи мана. Эсир койкӑсем ҫине пӑхкаласа малалла иртетӗр, хӑшӗнпе те пулин калаҫса пӑхас тесе, ытла асаплах мар, кӑмӑллӑрах сӑн-питлӗ ҫынна шыратӑр, хӑвӑр палӑртнӑ ҫынпа хӑйса калаҫма пултарассӑн туйӑнать пулсан вара, эсир ун патне пыратӑр. Арӑмӗ ӑна каҫхи апат лартса пачӗ. — Акӑ эсӗ ҫакӑнта пӗр кун пурӑнса пӑх-ха, вара хӑвах пӗлӗн! Вырӑнӗ ҫинчен пӑртак ҫӗкленсенех вӑл хӑйӗн арӑмӗ, самаях ырӑ хӗрарӑм, кофе ӗҫме питӗ те юратаканскер, тин ҫеҫ пӗҫернӗ ҫӑкӑрсене кӑмакаран кӑларнине курчӗ. — Аслатиллӗ ҫумӑрӗ аван вӑл, пырать… — мӑкӑртатрӗ Пантелей. — Турра тав… Мӗн тума? Тӑна кӗмешкӗн ним сыпса ӑшӑнмалли те ҫук. Анлӑн юхакан Терек хӗрринчи йывӑҫсем хушшинче уняга та кунта сапаланчӑк лутра ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, леререх тата кӑвак тусем, шӑллӑ стена пек, палӑраҫҫӗ. Нина Капитоновна темскер пӑшӑлтатса илчӗ. Эпӗ ӑна, йӑрӑм-ярӑм тутӑр ҫыхнӑскерне, сӑмавар умӗнче ларнине асӑрхарӑм. Эпӗ каланӑ пек тусассӑн, юрату ухмахлӑхӗ хӑех иртсе кайӗ те, пурте йӗркеллӗ пулӗ…» Санин кулса ячӗ. Хӑлатсем ахалех мар вӗҫсе ҫӳренӗ. Томпа Бат — ашшӗпе ывӑлне — ӑнсӑртран пӗрле сӑнчӑрланӑ, Актеонпа Остин — лагерӗн сылтӑм хӗрринче. Ылттӑн плитасем сарнӑ урамӗсем унта тӳсме ҫук вӑйлӑн йӑлтӑраҫҫӗ, пур-пур ҫивиттиллӗ, чечен тӗрӗсемпе эрешленӗ куполсемпе башньӑсем мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе лараҫҫӗ, чӳречесенче брильянтсем йӑлкӑшаҫҫӗ, сывлӑшра тӗрлӗ тӗслӗ ялавсем йӑлтӑр-ялтӑр вӗлкӗшеҫҫӗ. Вӑл ҫынсен тумтирӗсем те ҫавнашкалах тӗрлӗрен пулни палӑрнӑ: индеецсем тӗртнӗ ула тиртен ҫӗлеттернӗ камзолсемпе юнашар хӗрлӗ фланель кӗпесем курӑннӑ; ҫутӑ кӑвак пасар брюкисемпе юнашар килти хӑмӑр тӑла брюкисем; ҫӑм шлепкесем тата сӑран ҫӗлӗксем; сӑрантан ҫӗлеттернӗ ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑсем тата пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ пушмаксем. — Эсир ман пата-и? Хутран-ситрен кӑна уҫӑлакан тетрадь ҫинче каллех кӗскен ҫырса хунисем курӑнкала пуҫларӗҫ: «Августӑн 11-мӗшӗ Кӗпӗрнери конференци пӗтрӗ. Хӗрарӑм колифишэ… Тӑхӑнмаллисем. Ӗҫ ҫинчен калаҫӑпӑр эппин… Ярмарка Дик Сэнд хусканӑвӗсем куҫ хупса иличчен, пӗр самантра пулса иртрӗҫ, ӑна никам та чарса ӗлкӗреймерӗ. Тепре персе пӑхӑр… тусӑмсем! Тен, лектерер… Пӑван тайкаланса кайрӗ те, суранланнӑ аллипе курӑк ҫине ӳкрӗ. Куреньсем площаде сырса илнӗ те пӗр-пӗрин айӑк пӗрчисене хуҫнӑ. Вӗсем пӗр ӗне ҫиеле тухичченех ҫапӑҫнӑ, пӗрисем ҫиеле тухсан вара чарусӑр ӗҫкӗ пуҫланнӑ. Амӑшӗ хӑйне кӑкӑрӗнчен тытса илчӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те малтан урамра лӑк-туллиех пулнӑ халӑх, иккӗленсе, турткаланса, ялав ҫӗклесе малалла утса кайнӑ ҫынсем ҫине пӑхса тӑнине курчӗ. Ялав тытнӑ ҫынсем хыҫҫӑн темиҫе вунӑ ҫын ҫеҫ пырать, тата малалла ярса пуснӑ кашни утӑмранах, урам варринчи ҫула вутпа хӗртнӗ пек, вӑл ура тупанӗсене ҫунтарнӑ пек, кам та пулин аякалла сикет. — Епле тӗлӗнмелле аван ҫынччӗ вӑл, ҫапла мар-и? — терӗ Саша хыттӑн. Прилив тепӗр сехете яхӑн пычӗ. — Паллах кам: Кондрат Майданниковпа арӑмӗ. Ҫавӑнпа та, хӑнана пынисенчен нумайӑшӗн вырӑнтан тапранман пурлӑхӗ ҫавӑнтан хаклӑрах тӑнӑ пулин те, тӑруках ҫакӑн пек нумай укҫана нихӑшӗ те курман-мӗн. Хӑшӗсем калама ҫук пысӑк тӗкӗрсенчен ӳкекен ҫутӑпа сигнал пама шухӑшланӑ, теприсем Ҫӗпӗрти аслӑ тӳремлӗх ҫине, Ҫӗр ҫинче те ӑслӑ чӗрчунсем пуррине марсиансем пӗлччӗр тесе, геометриллӗ чертежсем тума сӗннӗ. «Епле пулсан та вӑхӑта тӑсрӑм», терӗ вӑл. — Йытӑ валли. Ҫӗрпе пӗлӗтӗн тӗксӗм сӑнӗ ҫӑраланса лайӑхах палӑракан пулса кайнӑ. Лага линьпе ҫирӗп сыхнӑччӗ, анчах линь варринчен татӑлнӑ. — Иккӗмӗш номер? Ия, ия. Тӗнче уҫлӑхӗнче Хӗвел тавра вунӑ пин ҫулта пӗрре ҫаврӑнакан кометӑсем те пур. — Ҫук, — терӗ Озеров татӑклӑн. Кабинетран капитан йӑл та йӑл кулкаласа, тулли кӑмӑлпа тухрӗ. Кун хыҫҫӑн ман пата этемӗнни пек мар хӑрушӑ сасӑ ҫитрӗ. Малтан эпӗ хӑраса ӳкрӗм, анчах каярахпа ку попугайӑн, капитан Флинтӑн сасси пулнине пӗлтӗм. Мана хам Сильвер хулпуҫҫийӗ ҫинче чӑпар кайӑка курнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Эпӗ Пугачевпа ҫеҫенхирте ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче паллашнине, Белогорск крепӑҫне тытса илсессӗн, мана вӑл палласа вилӗмрен хӑтарнине каласа патӑм. — Костюмӗсӗр пуҫне унта ним мексиканец майӗ те ҫук, — тесе мӑкӑртатса илчӗ Кольхаун. — Саня? — терӗ вӑл та. Вӑл кӗсйинчен ҫирӗм пус кӑларса лавкка хуҫине пачӗ те, портрета хул хушшине хӗстерсе, килнелле утрӗ. Вырсарникунпа праҫниксенче вара пурин те чиркӗве ҫӳремелле. Ҫӗр хутах вӑл унта пулчӗ, ирхине вара, чемодансӑр-мӗнсӗр, шыҫӑнса хӗрелнӗ пит-куҫпала тухса, пушӑ тройкипе кӑна хӑйӗн ҫулӗпе вӗҫтерчӗ. Вӗсем хушшинче Окунев та пур. Казаксенчен пӗри, «Аслӑ государь сана хӑй патне пыма хушать», тесе, чупса пырса калани манӑн шухӑшӑма татрӗ. — Ну, мӗнле, Эдуард, — тесе ыйтрӗ Элен, вӗсем хӳме патне ситсессӗнех, — саланасса шанма пулать-и пирӗн? Джон Джонспа апла пулман. — Кӑштах. Эпӗ часах тӑнран кайса ӳкессине туятӑп, — терӗ. Лешӗ вӗсене чӗтрекен аллисемпе ярса тытрӗ, хӑй кӗсменӗсене пӑрахрӗ те, куҫне выҫтаххӑн хӗссе, темле пӗҫертекен япала ӗҫнӗ пек хӑй ӑшне сывлӑша шавлӑн туртса илсе, алӑри укҫине таҫта хӗвне пытарма тытӑнчӗ. — Кала-ха, Ванюк, сан Анюк аппу сывӑ-и-ха? — терӗ ачашшӑн Федя. (Мӗне пӗлтерет ку, сударь, мӗне пӗлтерет?) — терӗ вӑл чӗтрекен сасӑпа. Манӑн ҫухалса кайнӑ хӑюлӑх пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫаврӑнса ҫитрӗ. Ҫапах та эпӗ етресем тӑтӑшран тӑтӑш ӳкекен хӳме патне ҫывхарма хӑяймарӑм. Хӗвелтухӑҫ еннелле утса, юлашкинчен, эпӗ чӑн ҫыран хӗрринче ӳсекен йывӑҫсем патнех ҫитрӗм. Ҫынсем кӗрех ахӑлтатса кулса янӑ шава Демидӑн мӗкӗрекен хулӑн сасси витсе хучӗ: — Суятӑн! Арто ӑна ӳкме те памарӗ, тӳрех ҫӑтса ячӗ те, татах ыйтса, хӳрине пӑлтӑртаттарма тытӑнчӗ. Мӗнле наукӑсене вӗренетӗн? — тӑрӑхласа, сиввӗн ыйтрӗ Разметнов. — Виҫӗ ҫул маларах эп кунта хурӑн ҫырли татма, кӑмпа пуҫтарма ҫӳреттӗм. Ҫак тапхӑрта вӑл ҫавӑн пек палланӑ сӑна асӑрхамарӗ те урампа васкамасӑр утса кайрӗ, унтан вара, извозчик тытса, хӑйне рынока илсе ҫитерме хушрӗ. — Пӗлместӗп. Хӗрача персика хӑй патӗнчен аяккалларах илсе хучӗ. — Аҫӑр ячӗпе мӗнле? Ҫак ҫыру мана мӗн тери ҫӗклентерсе янине ӑнланса илме йывӑр та мар. Огнянов турра питех ӗненсе каймасть, ҫавӑнпа ӑна чиркӳре шырама асне те илмерӗ. Ҫӳлӗ-и? — Австрали урлӑ каҫма май килсен, хирӗҫ мар, — терӗ Мак-Набс. Анчах ӑна чир пуснӑ ӗнтӗ. — Эсир пит те ырӑ кӑмӑллӑ, сэр, — терӗ Пойндекстер. Ҫак сӑлтав, — шӑхличӗ ӑсти хохолпа ӑнланма ҫук тавлашса тупӑшни, — теприне пулсан, кӑшт кӑна кӳрентерӗччӗ, анчах уншӑн — чи вӑйлӑ, ытлашшипех те пысӑк асап пулса тӑчӗ. Индирен, теҫҫӗ… Артамонов ирӗксӗртереххӗн, урисене йывӑррӑн пусса тухса кайрӗ. Вӑл ҫавӑн пек тӗлӗннинче Яков темле ухмахларах япала пуррине асӑрханӑ; арҫын ача, вылямалли япаласен магазинне пырсан, ҫавӑн пек тӗлӗнет вара, анчах ачи вӑл — ҫав вылямалли япаласенчен хӑшӗсем лайӑхраххине ӑслӑн та тӳрех уйӑрса илекенскер. Эс вырӑн пар-ха, Кудряш, — терӗ вӑл апат ҫинӗ чух хӑйпе калаҫнӑ рекрута. — Санпа кайран калаҫса пӗтерӗпӗр. Ларсамӑр ӗнтӗ. Мӗн? Тӗлӗнтерчӗ-им сана, Зухин? Э? — Санран эпӗ пӗртте тӗлӗнместӗп, — хуравларӗ Зухин, нар ҫине унпа юнашар ларнӑ май; вӑл епле ларни тухтӑр чирлӗ ҫын вырӑнӗ ҫине ларнине аса илтерчӗ, — эхер эсӗ экзамен тытма пынӑ пулсан, ку вара мана тӗлӗнтеретчӗ-тӗлӗнтеретчех, ҫапла, ҫапла. Ҫынсенчен иртсе каяканни мар, ыттисене малалла илсе пыраканни малта пырать. Атя кайса тирпейлер ӑна. Фляга пушӑ. Таверна хупӑ. Пурте ҫывӑраҫҫӗ. Ҫак калама ҫук питӗ пысӑк ҫапӑҫура комсомолӑн ҫӗнӗ сыпӑкӗ малта пырать. Вӑл кашни ҫын пит-куҫне тата характерне лайӑх сӑнланӑ, Итали юнӗнчен илнӗ пӗтӗм пултарулӑхӗпе пит-куҫне мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек туса кӑтартнӑ; вӑл, кирлӗ пулсан, хӑйӗн ачаш сассине те, хӑйӗн илемлӗ пит-куҫне те хӗрхенмесӗр, е ӑсне ҫухатнӑ карчӑка, е тӑмпуҫ бургомистра сӑнланӑ, — пит-куҫне ҫав тери каҫса кайса кулмалла вылятнӑ, куҫне хӗскеленӗ, сӑмсине пӗркеленӗ, селӗп калаҫнӑ, йынӑшса илнӗ… Фермӑн хапхи пулнӑ вырӑна пырса картишнелле пӑхрӗ. Джоннийӗн те ача чухне, вӗсем пекех вылясси, алхасасси килнӗ, анчах вӑл Вильӑна пӑхса ӳстернӗ. — Халӑха тата пӗрер минут хушши йӑпатӑр. — Казбича-и? 1909 ҫулта Марспа Ҫӗр питӗ ҫывӑхра хирӗҫ пулмалла пулнӑ, ун чухне ҫак каналсем пирки пыракан сӑмахӑн вӗҫне мӗнле пулсан та ҫитессе шаннӑ. — Итле! — терӗ Азамат ҫиреп сасӑпа, — куратӑн-и акӑ, эпӗ тем тума та хатӗр. — Мӗнле кулӑшла эсӗ, Олеся. Ун чухне мана пролетариачӗ мӗн усӑ пама пултарать-ха? Унтан вара масар… Ҫук, эпӗ каймасӑр пултараймастӑп! Мана ҫавсене курма питех те йывӑр. Артур шӑлан чечекӗн ҫулҫисене таткаланӑ май калаҫма чарӑнчӗ. Челкаш, аллине куртки кӗсйине чикрӗ те, укҫа пачкине туртса кӑларчӗ, пачкӑран пӗр ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫа илсе ӑна каялла чикрӗ, ыттисене пӗтӗмпех Гаврилӑна ывӑтса пачӗ. Тӗрлӗ-тӗрлӗ аса илӳсем пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха тӑчӗҫ. Ӗнтӗ ача чухнехи кунӗсем те, чӑтса ирттернӗ тӗрлӗ асап-тӗсепӗ те, сумлӑ идеалӗсене чун хавалӗпе шанса тӑни те сӳне пӗлмерӗ. — Ҫапла, — терӗ тепӗр хут Базаров: — эсӗ айван-ха. Ҫинҫе те ҫемҫе алӑ пӗтӗмпех суранланса пӗтнӗ. Анчах мӗн тӑвӑн? — Ҫавна туртса ярӑпӑр эппин, — терӗ Умрихин. Эсӗ, Агафон пичче, ытлашши ан вӗчӗх, сӑхманупа витӗнсе вырт та ҫывӑр. Кӗтмелли пӳлӗм урлӑ иртсе пынӑ чух вӑл тӗкӗртен пӑхса илчӗ: сӑмса пур. Вӑл Монтанелли пулнине эпӗ тавҫӑрса илтӗм, хыҫалти алӑкран чупса тухрӑм та, ӑна сад хапхи патӗнче хӑваласа ҫитрӗм. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те кулса ячӗҫ. Вӑл ят ҫумне Голуб сахал хушма пултарнӑ. Айлӑма анса ҫитсен, вӗсем запорожецсен таборӗ йышӑнса тӑракан хир енчен пачах курӑнми пулчӗҫ. Ахӑртнех, темскер пур пулмалла манра, Ниловна, пӗрле кайӑр, э? Ҫакӑн пек парадлӑ ҫынсен хушшинче чи малтанхи хут пулса, вӑл хӑйпе пӗрле пӗр сӗтел хушшинче ларакансем — ҫиессе те, калаҫасса та — пурне те унран лайӑх тунине курнӑ, хӑйне хирӗҫ ларакан Медынскаяпа унӑн хушшинче сӗтел мар — ҫӳллӗ сӑрт, — вӗсене уйӑрса тӑракан сӑрт пулнине туйнӑ. Пачах ҫутӑлса ҫитсен дворник пынӑ, хура урисенчен тытнӑ та таҫта сӗтӗрсе кайнӑ. Ольга та парӑма юлмарӗ, манӑн вара вӗсене чармалла пулчӗ. — Манӑн Ч. юлташпа питӗ курнӑҫмалла. Вӑл мана тепӗр пӳлӗме, малтанхинчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑманскерне илсе кӗчӗ. Ку пӳлӗм эпир халь ҫеҫ тухнӑ пӳлӗмрен стена ҫинче пӑшал ҫакӑнса тӑнипе крават пуррипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать темелле. Меллех мар пекле пулчӗ ӑна хӑй айванлӑхӗшӗн. Ҫавӑнтах пире те тархасшӑн каҫарса ярӑр! тесе хула ҫыннисемпе япала йӑтнӑ денщиксем макӑра-макӑра йӑлӑнса тӑраҫҫӗ; ҫавӑнтах, кӗпере кисретсех, хӑвӑрттӑн артиллери иртсе пырать. Кӗпер хӗвӗшсе, вӗркесе анчах тӑрать. Пурте часрах каҫса каясси ҫинчен ҫеҫ, чӗрӗ юласси ҫинчен ҫеҫ, ҫак хӑрушӑ вилем кӗтесӗнчен часрах хӑтӑласси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлаҫҫӗ. Пӑшӑрханса ӳкнӗ Дик ҫак шав мӗнрен пулнине пӗлме шутларӗ. — Пӑх-ха сана! — терӗ Миронов. Кунта эпӗ тӑххӑрмӗш ҫул ӗҫлетӗп. Шухӑша кайнӑ джентльмен, туйи ҫине таянкаласа, хӑйӑр сапса тухнӑ аллея тӑрӑх кӑнттамраххӑн уткаласа ҫывхарать. Вӑл хӑйӗн ашшӗ, хунямӑшне ыталаса, ҫӗре ӳкерме тӑрӑшса, ӑна мунча стени ҫумне хӗстерме пикеннине курчӗ; хунямӑшӗ, аллисене хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫӗклесе, лешне пуҫӗнчен ҫапать, антӑхса каяс пекех хашкаса, хыттӑн пӑшӑлтатать: — Ан аташ, кӑшкӑрап! Вӗсемпе вӑл хӑйпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пекех калаҫма пултарать. Унӑн ӑшӑ та тӳрӗ сӑмахӗсене хӗр тӗлӗннӗҫемӗн тӗлӗнсе, ҫав тери тимлӗн, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлерӗ. Инҫетрен илтӗнен завод сасси вӗсене иккӗшне те ирӗксӗрех ура ҫине тӑратрӗ. Эпир пӗрешкел телейсӗрсем», — Хлебников ҫине пӑхса, шухӑшларӗ вара Ромашов. Эпӗ унтан ҫӳлӗрех те вӑйлӑрахчӗ, анчах хыткан та килӗшӳсӗртерехчӗ, вӑл – патвартарах, ҫемҫе те ҫулӑрахчӗ. Пассажирсемпе «Дункан» командинчи ҫынсенчен пӗри те ку чӗлхепе калаҫма пӗлмеҫҫӗ. Эпӗ вӗсене, ҫав тухатмӑшсене, хӑйсене хӗрарӑм вырӑнне лартса пӑхӑттӑм, мӗнле калаҫма пуҫлӗччӗҫ вӗсем ун чухне… Вӑл пур ӗҫ те хӑй тӗллӗнех пулса пырасса хӑнӑхнӑ. Пӗртен-пӗр Макҫӑм кӑна, хӑйне кура, ҫак шӑплӑха аран тӳсме пултарнӑ, ӑна та пулин вӑл унӑн планне ирӗксӗртен вӑхӑтлӑха кӗнӗ пирки ҫеҫ. Том малтан анма пуҫларӗ, аннӑ майӗпе вӑл тӑм ҫинче картлашкасем тукаласа пычӗ. — А-ха-хаи! — тенӗ савӑнса итлекенсем пӗр харӑс. Давыдов коллективизаци ӗҫӗ тата вӑрлӑх фондне хывас ӗҫ епле пыни ҫинчен тӗплӗн доклад туса панӑ хыҫҫӑн, Кондратько ҫапла тума шут тытрӗ:— Кунта пире пурне те ӗҫлемелӗх ӗҫӗ те ҫук, — вӑл, эхлеткелесе, ҫырмалли пӗчӗк кӗнеке тата карттӑ туртса кӑларчӗ, ун тӑрӑх тачка пӳрнипе йӗрлесе пӑхрӗ, — эпир Тубянские каятпӑр. — Ҫывӑхарах кил, тусӑм, — терӗ Сильвер, — ан хӑра: эпӗ сана ҫиместӗп. — Вӑл сӑхӑмсӑр та тӳрӗ ҫын, — асӑрхаттарчӗ Аркадий. Кӳме уй урлӑ каякан утмаҫул патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Глюмдальклич ман ещӗке ҫӗр ҫине лартрӗ те, эпӗ уҫӑлса ҫӳреме шут тытрӑм. Йӑлтах витӗнсе яриччен вӑл тата тепӗр хут карета еннелле ҫавӑрӑнса пӑхнӑ та тӗлӗнсех кайнӑ: Кольхаун халь те лаша ҫинчех ларать иккен. «Дункан» ӑшӑк вырӑнсене ҫитме темиҫе кавельтовран ытла та мар. Нимӗнле тавлашу та пулман пекех, Софья Ивановна ҫавӑнтах ахлатма та хӳхлеме пуҫларӗ. Таса япаласемпе вырӑнсене вӑл питӗ аван уянӑ, вӗсене пурнӑҫри мӗнпур япаласенчен уйрӑм шутланӑ. Е мана пусас тетӗн-и? Анчах шухӑшсем шанчӑксӑрланса пынӑҫемӗн вӑл сахалтарах хӑракан пулчӗ, унӑн чунӗнче пӗчӗккӗнех темскерле ҫивчӗ, лӑпкӑ та ҫилӗллӗ тарӑху ӳссе пычӗ. — Мӗншӗн? Господин коллежский советник! Хӑрах куҫлӑ жандарм ӑна пылчӑклӑ саламатпа пит тӑрӑх ҫапса илчӗ: — Эсӗ, гяур, мана, хӑрах куҫлӑ тесе, нимӗн те курмасть тетӗн пуль? Ӑҫта вара сирӗн ытти ҫырусем? Унӑн шухӑшӗсем уҫӑмлӑ, анчах юнӗнче ҫав-ҫавах тӗтреллӗ хавха юхать. Ҫӗр каҫмалли вырӑн шырама пуҫларӗҫ. — Сирӗн эпӗ кам иккенне те пулин пӗлмелле. Хӑй вӑл чӗмсӗрччӗ; унӑн кӑвак куҫӗсенче хӑйӗн пӗтӗм вӑйне ӗҫлесе пӗтернӗ лашан шанчӑксӑр, никама ӳпкелемен кӑмӑлӗ палӑрса тӑратчӗ: лаша лава тӑвалла туртать, хӑй ӑна туртса тухаяс ҫуккине пӗлет-ха вӑл, анчах ҫапах та туртать! Вырӑнӗ-вырӑнӗпе, ҫырнӑ тӗлтен алли аялалла куҫа-куҫа кайса нимӗн тӗлли-паллисӗр, ним усӑсӑр вӑрӑм йӗрсем туртни те курӑнать. Акӑ Проток урла та каҫса кайрӑмӑр, йытӑсем каллех хӑвӑртрах чупма тытӑнчӗҫ, вӗрсе ячӗҫ. Тискер кайӑксем хартлатни тӗттӗмре уйрӑмах чуна ҫӳҫентернипе Дик Сэнд тропик вӑрманне тарса пытаннӑ Геркулес ҫинчен, ӑна кашни утӑмра хӑрушлӑх кӗтсе тӑни ҫинчен сехӗрленсе шутларӗ. Ун чухне эсир вӗсенчен хӑтӑлас та ҫук. Аслати ҫапса пӑрахасчӗ сире! — кӑшкӑрать вӑл хӑрӑлти сассипе, ҫилли килнипе пӳлӗнсе… Ҫавӑ манӑн епле палӑрса тӑнине астумастӑп, анчах пӗтессине — начар пӗтсе ларчӗ; Кусемсӗр пуҫне, тата темле ҫын хӑраххисем те пулкаланӑ, вӗсем пурте пупсене, начальствӑна хаяррӑн вӑрҫнӑ, вӗсенчен кашниех хӑйне хӑй чи ӑслӑ ҫын вырӑнне шутлани уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ. Тепӗр каласан, турӑ пӗлет ӑна! Санӑн кама та пулин пысӑкрах ҫамкаллине илес пулать. Мӗне кирлӗ ӗнтӗ халӗ ку! Вӑл тем каласан та ӑнланмасть, хутран-ситрен кӑна тытса пӑрахнӑ пек ахлатать). Шуйттанӗ те ҫаплах, ун хыҫҫӑнах вӗҫсе анчӗ. Анчах ку выльӑхӗ темле шукӑль йӗкӗтрен те вӑр-вартарах пулнӑ иккен, ҫавӑнпа та вӑл мӑръене кӗрсе каяс чух хӑй савнин ӗнси ҫине утланса ларма ӗлкӗрнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫапла вӗсем иккӗш те анлӑ кӑмака ӑшне кӗрсе кайса кӳршексем хушшине пырса тухрӗҫ. Ку вӑл ҫын вӗлернипе танах пулнӑ пулӗччӗ. Хӗвел ансан тата та асӑрхавлӗрах пулма тивет. — Мӗн тӑватӑр эсир кунта? Турӑ каҫарӗ ӑна — сире те каҫарасса шанатӑп!.. Хӗвел ҫине ҫӗр хут пысӑклатакан вӑтам телескоп витӗр пӑхас пулсан, вӑл 1,5 миллион километртан ахаль куҫпа пӑхнӑ пекех туйӑнать. Тӑхта, акӑ вӑл. Вӑл пӗтӗм тавлашу пӗтичченех кӑвар ҫинче ларнӑ пек ларнӑ, вӑрттӑн та хурлӑхлӑн кӑна Аркадий ҫине пӑха-пӑха илнӗ: — Пӗлетӗн-и, мӗн аса илтӗм эпӗ, пиччем? — Кам кӑшкӑрчӗ унта? Тепӗр темиҫе ҫеккунтран Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем вӑрман чӑтлӑхӗнчи ватӑ смоковница патне ҫитрӗҫ. Вӑл сцена ҫинче хӑйне мӗнле тыткаламаллине те пӗлмест; анчах унӑн вӑййинче тӗрӗслӗх, чееленмесӗр айванланни нумай, юрлама та вӑл ритмсене ҫирӗппӗн пӑхӑнса юрлать, ҫавӑн пек юрлама пӗр итальянецсем кӑна пултараҫҫӗ. — Куҫӑрпа пӑхӑр та, хӑвӑрах тӗпчӗр, сӑнӑр! — терӗм. Приговор йышӑннӑ ӗнтӗ лӑпкӑн тавӑрчӗ Огнянов… Паллах ӗнтӗ, вӑл хӑйне пӑшалпа пенӗ, вӗлерме пултарнӑ ҫын ҫинчен сиенсӗр шухӑшлама пултараймасть. Катара пусӑ тараси чӗриклетет. Кӗпи ҫаннисене тавӑрнӑ Филипп тарӑн пусӑран урапине ҫавӑрса патьене кӑларать, тӑрӑ шыва шӑмпӑлтаттарса юман валашка ҫине ярать, ун таврашӗнче вӑранма ӗлкӗрнӗ кӑвакалсем чӑмпӑлтатаҫҫӗ те ӗнтӗ; — Ухтищев чарӑнса тӑнӑ, нимӗн ӑнланман пек пулса, хулпуҫҫисене хутлатса илнӗ, унтан, аллине сулса, каллех тротуар тӑрӑх, Фома ҫине хӑяккӑнрах пӑха-пӑха, ута пуҫланӑ. Пирӗн ракета Ҫӗр ҫинчен радиосигнал кӑтартнӑ ҫулпа вӗҫет. Ракетӑн приборӗсем ҫак сигналсене пӑхӑнса пыраҫҫӗ, ракета, хӑйӗн хӑвӑртлӑхне ерипен ӳстерсе, кӑтартнӑ ҫулпа вӗҫет. Ракета сывлӑшсӑр пушлӑхра хӑвӑртран хӑвӑрт вӗҫме тытӑнать. Ҫак ҫын Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче ҫирӗм пилӗк градус широта тӗлӗнче пырса чарӑннӑ та, ҫӗнӗ ҫӗрӗн ятне хӑйӗн карапӗн ячӗпе «Эндрахт» тесе ят панӑ. Игуменпа сыв пуллашнӑ хыҫҫӑн онбаши ту хушлӑхне кӗрсе часах курӑнми пулчӗ. Географ туземецсемпе тӗл пуласси чӑнласах та хӑрушӑ пулнине лайӑх ӑнлантарса пачӗ. Вӑл марксистла мар, ленинла мар пӑхни пулнӑ пулӗччӗ. — Ытах та караван ҫине лексен, — пӑшӑлтатнӑ мужик, — хысакӗ тӗлне пулӗҫ те, чӑлпар! арканса кайӗҫ… Саншӑн пулсан эпӗ пӳрт тӑрринчен вӗлтӗрен ҫине сикме те хатӗр. Эпир анаталла хӑвӑрт шӑватпӑр, чӗмсӗр шӑплӑхра пӑрахут ҫумӗпе ишсе, тепӗр пӗр-ик ҫекундранах ҫӗмрӗк пӑрахутран ҫӗр утӑма яхӑн уйрӑлтӑмӑр; вӑл тӗттӗмре курӑнми пулчӗ. Куҫ нимӗн те палӑртаймасть ӗнтӗ. — Эсӗ мӗн? — Пӑхсан — аллӑри пек… ырхан, сарӑхнӑ… Манпалан вара асӑрхануллӑрах пулма канаш паратӑп сире. — Мӗн, йӗкӗт, чаркаланса тӑран? — терӗ карчӑк. — Мӗн, арӑмна катка-пичке ӑстине ӗҫтерме хушмарӑн пулӗ? — тенӗ вӑл хыттӑн. Ваҫили Андрейч пек пысӑк, ӑслӑ ҫынпа Микитене калаҫма та аван пулӗ тесе шухӑшланӑ, вӑл. Хӑй ҫапла шӳт туни ун кӑмӑлне пит килнӗ. Ҫавӑнпа вара ҫапла калаҫни Микитен кӑмӑлне кайма пултарас ҫукки асра та пулман. Унтан вӑл бала тата унта хитре Д.-па мазурка ташланине аса илчӗ. Ҫак катӑка Петербурга илсе пынӑ. — Пурте ак — укҫа та укҫа, теҫҫӗ, — кӑмӑлсӑррӑн сӑмах хушнӑ Фома, — мӗнле савӑнӑҫ кӳрет-ха этеме ҫав укҫа? Ку каллех пулма пултарайман ӗҫ. Николай шухӑша кайса пуҫне усрӗ. Ҫурҫӗрте ӑна кирек кам та мӑшкӑл тума пултарать, вӑл вара килне ҫитет те турӑ чӑтӑм патӑрах мана тесе кӗлтума тытӑнать. — «Никам та вӗрентмен, асӑма килет те юрлатӑп. Камӑн илтмелле, ҫав илтет; камӑн илтмелле мар, вӑл ӑнланаймасть». Акӑ вӗтлӗхре тем чӑштӑртатни илтӗнчӗ, ку ӗнтӗ кашкӑр кӗтӗвӗ ҫывхарнине пӗлтерчӗ. Ҫумӑр пӑртак лӑпланнӑ, анчах нӳрлӗ ҫӗр ҫине каҫӗпе ҫунӑ ҫумӑр шывӗ сӑхса пӗтмен, ҫавӑнпа ҫӗр ҫийӗнче темӗн чухлӗ шыв кӳленчӗкӗсем, лачакасем те пӗвесем тата темӗн пысӑкӑш кӳлӗсем пулса ларнӑ, ҫаксем пурте ултавлӑ та тарӑн «банадосем» пулса тӑраҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн хул таранах ҫара та шыҫмак, сӗт пек шурӑ аллине, пӗчӗк тутӑр айӗнчен усӑнса аннӑ мамӑк пек ҫемҫе сарӑ ҫӳҫ пайӑрки ҫилпе вӗлтӗртетнине курсан, Поляница тутисене темшӗн чаплаттарса илчӗ, ассӑн сывласа ячӗ. Ма эсир мана вӗрентмерӗр,Тискер вӑл пӗтмешкӗн май памарӑр? — Ҫук, — терӗ те вӑл, унӑн сӑнӗ яланхи евӗр, нимпе те кӑсӑкланман пек ачашшӑн курӑнчӗ. — Каяс тетӗн пулсан, пӗчченех кай, кучера кала: эпӗ ниҫта та каймастӑп. Ставри пуп та нимӗн тӑва пӗлмерӗ, чӗлхинчен вӗҫерӗнсе тухнӑ сӑмахӗшӗн хӑраса ӳкрӗ, ӑшӗнче вара: «Турӑ ан пӑрахтӑрах мана», — тесе кӗл турӗ. Ку кӑпшанкӑсем пит нумайччӗ кунта, Хӑйсен кимми пек вунӑ кимме тултарма та ҫитӗ. Вӑйсӑр вут ҫинче ӑшаланӑ саранча ытла выҫах мар ҫынсене те килӗшекен апат пулса тӑчӗ. «Ҫаплах каларӗ-и?» Вӑл йӗри-таврари ҫӗр талккӑшне тата тепӗр хут пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Сталин-и? — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ. Хӗрсем кутӑн чиперккене хӑйсемпе пӗрле ҫавӑтса тухса кайрӗҫ. Иккӗмӗш хут пырсан, вӑл хуҫан иртсе ҫӳрекен пӳлӗмӗнче чарӑнса тӑнӑ, Давыдова малалла ирттерсе янӑ та, лешӗ ҫенӗхе тухсан, унтан чӗриклетекен крыльца картлашкисем тӑрӑх чупса ансан, Лушка хуҫа арӑмӗ умне чи таса чунлӑ ҫын пек ҫаврӑнса тӑнӑ. — Тетрадьне пар е ҫунтарса яр ӑна, — тесе вӑл нумайччен, ҫине тӑрсах ӳкӗтлерӗ мана, унтан вара ҫиленсе приказчикпа пӑшӑлтатма пуҫларӗ. Ку вӑл халиччен курман-илтмен ӗҫ-ҫке-ха. — Сюзанна Гарпер, ҫакна эсӗ турӑн-и? — Пӳлӗмре, ман кровать ҫинче выртать вӑл, кӑвакарчӑнӑм, — терӗ пуп майри. Заполярьере-и? Воропаев сасартӑк хӑйне чӗннине тӗлӗкри пек туйса илчӗ. Мӗншӗн илсе кайма ирӗк патӑн? — Билет сутса пухӑннӑ укҫаран утмӑл пилӗк проценчӗ мӗн чухлӗ пулать? — тесе ыйтнӑ Ривэра. Хӑв тата: «Эпӗ — пролетарьят!» — тетӗн. Вӑл хӑйне, хӗрарӑмсене астарма пӗлнинчен пуҫне, тек нимскершӗн те хисеплеме пултарайман пуль, ахӑр. Пӗр хӳтлӗхсӗр те халиччен пӗлмен вырӑнсем. Салхуллӑн пӑхать тӑрна вӗсем ҫине. Йӗри-тавра тӗмескеллӗрех шурлӑх сарӑлса выртать, унта тӑлӑх та имшеркке хурӑнсем лараҫҫӗ, хӑмӑш, хӑях ӳсет. Пӗр хутӗнче, аякри паллӑ мар ҫӗршывра, ӑҫта та пулин ӗҫлеме тара илмӗҫ-и тесе, пасарта тӑнӑ вӑл, ун патне патша апатне хатӗрлекен пынӑ та:— Ют ҫӗр ҫынни, ҫак пулӑ карҫинккине кермене йӑтса ҫитерме пулӑш мана, — тенӗ. Ҫулӗ, чӑн та, ҫаврӑнӑҫчӗ ӗнтӗ, тӗрӗк ялӗсемпе иртмеллеччӗ, ҫапах та ытла хӑрамалли ҫул марччӗ. Ҫавӑнпа февралӗн 2-мӗшӗнче Халл капитан Ҫӗнӗ Тӗнчен хӗвеланӑҫ ҫыранӗ еннелле мар, Горн сӑмсахӗнчен пӑрӑнса иртме шутлакан моряк пек, хӑйне кирлӗ вырӑнтан чылай кӑнтӑрарах ишрӗ. — Ҫакӑнта кӑштах тӑхтаса тӑр-ха. Ҫав ухмахла сӑмахсене ҫынтан кӗвӗҫекенсем, хӑй пурӑнӑҫне тума пултарайман ҫынсем калаҫҫӗ, а эсӗ малтан тӗкне ҫитӗнтер, унтан ҫӳлелле ҫӗклен! Эсир ассӑн сывласа илтӗр! — тӑрӑхласа илчӗ ӑна Марья Николаевна. Огнянов асӑрхарӗ ҫакна. Вӑл хӑй те юнланса пӗтнӗччӗ, ҫапах та тӑшман ушкӑнне пеме чарӑнмарӗ. — Йывӑр-и сана, тухтӑр? — ыйтрӗ вӑл. — Пӗлетӗр пулсан, аван вӑл! — Ара вӑл ирех яла тухса кайрӗ вӗт, шӑллӗ патне хӑнана кайрӗ. Е вӗсем кӳрсе парсан, эпӗ сана калӑп. — Тур ҫырлахтӑр, ку санӑн чи лайӑх произведенисенчен пӗри. Халӗ ӗнтӗ Ҫӑрттан мучи урсах кайрӗ. Ҫак самантра Дик Сэнд, стенана витӗр шӑтарса, шомпола хӑй ҫине туртса илчӗ. Одинцова пӳлӗм тӑрӑх утса ҫавӑрӑнчӗ. Унӑн пичӗ вӑхӑт-вӑхӑт хӗрелсе те шуралса илет. Ҫак сехрене хӑпартакан ят «хӑйӗн тӑшманне ҫиекен» тенине пӗлтернӗ. Тимур кайрӗ. Станцири буфет хуҫи, ватӑрах та шурӑхнӑскер, алчӑранӑ куҫлӑскер, айккинче тӑракан Павка ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те:— Миҫе ҫулта вӑл? — терӗ. Вилетӗп, ҫапах та сана хӑтаратӑп, Марыся; мана вилме пӳрнӗ-тӗр, эсӗ хӗрхен вара, кӑвакарчӑнӑм, маншӑн турра кӗлту. Тикан-вӑйӑҫӑсем сӗрме купӑс калаҫҫӗ, хӑйсемех тӗрӗк юррисене кӑшкӑрса юрлаҫҫӗ. Ҫапла ҫав, ывӑлӑм, латынсем вӗсем ухмахсем пулнӑ: вӗсем тӗнчере эрех пуррине те пӗлмен. Ку пысӑк ҫитменлӗх. Унӑн ача алли пек аллисем тӗлӗнмелле лӑпкӑ марччӗ, — вӗсем пӗрмай мӗнрен те пулин тытмалли шыранӑ пекчӗ. — Юрать. Ларса пӑхатӑп… Ах, турӑҫӑм, эпӗ пӗтемпех четретӗп! — Мӗншӗн? Амӑшӗ ҫапах та ӑна-кӑна пӑхмасть. Кунта эпӗ станци начальникӗпе уҫлӑрах пурӑнатӑп, вӑрлать вӑл, мерзавец, эпӗ ӑна кансӗрлетӗп. Ураписене вара, кам та пулин тапӑнсан, крепоҫри пек хирӗҫ тӑма пултӑр тесе, виҫ кӗтеслӗн лартса тухрӗҫ. Кам чӑнлӑх вӑйне ӗненмест, камӑн уншӑн виличченех тӑма хӑюлӑх ҫук, кам хӑйне хӑй шанмасть, асапсенчен хӑрать — пирӗнтен аяккалла кайса тӑр! Геновева хӑйӗн ачине ашшӗ ҫинчен хурланса каласа парать, анчах акӑ сунарҫӑ йыттисем вӗрни илтӗнме тытӑнать, Геновева ачипе пӗрлех шӑтӑка кӗрсе каять, хӑйсемпе пӗрле качакине те мӑйракинчен ҫавӑтса кӗртеҫҫӗ. Ҫӳлте ун тӗлнелле кипарисӑн пит пысӑк тӗксӗм турачӗсем карӑнса тӑнӑ. Каличчен малтан вӑл кӗсйине чышса илчӗ. Хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ вӑл, тепӗр запорожецӗ ҫавӑнтах сӑмах хушрӗ: «Чӑнах, илсе каяр ӑна, тӑвансем!» Хӑнтӑласем пек ҫыпҫӑнса лараҫҫӗ те вара — ним тумалли те ҫук! Вӑл никамран малтан Давыдова пырса тӗртрӗ, лешӗ вара кӑмӑллӑнах, анчах ерипен хӑйӗн хваттерӗ еннелле утрӗ. Ырӑ шӑршӑллӑ нӳрлӗхе тата ирхи уҫӑ сывлӑша туйнипе пӗрле унӑн чунне хаваслӑ кунӑн шалтан кӑтӑклакан йӑл кулӑ пайӑркисем кӗрсе вырнаҫрӗҫ, тейӗн. — Кӗҫӗнни тата? Ӑҫтан суранлатнӑ ӑна? Кам унта, Никитушка? — Ку ман чунӑн ӗҫӗ. — Эсир кайсан семинари пит нумай ҫухатӗ. Вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те хӑвӑрттӑн утса пынӑ чухне тапах чарӑннӑ пек тӑракан хӗрарӑма курах кайрӗ. Кунта ним хӑтармалли те ҫук. Мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ха ӑна экспедици хӑҫан тухса кайни, Эквадор урлӑ вӑл хӑҫан иртни? «Визитшӑн» вӑл яланах «натурӑпа» илет: чирлесе ӳкнӗ выльӑхӑн хуҫи патӗнче апатланать, хӑшпӗр чухне тата юлташӗсем валли те пӗрер чӑм сӗт е пӗрер чугун пиҫнӗ ҫӗрулми илсе таврӑнать. Анчах пуҫӗ мухмӑрпа пӑтранса тӑнине тата лӗнчӗркесе ҫитнӗ кӗлетки ывӑннине туйнӑ вӑхӑтрах, шӑллӗне сӑнаса, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче тепӗр кӑткӑс туйӑм ӳссе пынине сисрӗ: вӑл шӑллӗне пӗр вӑхӑтрах ӑмсанать те хисеплет те; унран вӑрттӑн тӑрӑхлани те, ӑна курайманни те пур. — Чӗрӗк сехет! — нӑйкӑшсах ячӗ Мойсей Мойсеич. Трамвайсем кӗмсӗртеттерсе янратаҫҫӗ, площадь тӗлне тухсан, машинӑсем хӗрлӗ светофор вутне курсан, хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑртаҫҫӗ. Ҫурма ачалла ним айӑпсӑр роман ҫех пулнӑ-ҫке ҫавӑ! — Ҫапла! — терӗ малалла Рыбин, сиввӗн те мӑнкӑмӑллӑн. — Патша вӑхӑтӗнче ҫынсем те япӑх ӳсетчӗҫ, мӗнех вара, — пирӗн ӑна пӑхӑнмалла мар. — Варвара килте-и? Уйрӑм кӗлӗсем те пӗлӗт патнелле сахалах мар хӑпараҫҫӗ, кӗлтаваканӗсем вӑл кӗлӗсене хӑйсен пӗтӗм чунне хурса кӗлтӑваҫҫӗ, ҫӗр айӑнчи шӑтӑк ӑшӗнчен ӗлӗкхи пек савӑнӑҫлӑ хыпарсем килмеҫҫӗ. Авал хӗрарӑмсем ура пакӑлчакӗсене ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтарнӑ, теҫҫӗ. Вакханкӑсем — кимӗри хӗрсене хӑйсем патне йыхӑраҫҫӗ. Шӑнкӑрав тепӗр хут, малтанхинчен хуллентерех шӑнкӑртатрӗ — алӑк хыҫӗнчи ҫын хӑяйманнине пӗлтернӗ пек пулчӗ вӑл. — Мӗн суймалли пултӑр манӑн? — Ӗненме ҫук, мадам. Ҫав сӑмахсем унӑн пӗтӗм шухӑшӗпе туйӑмне ытти сӑмахсенчен хӑватлӑрах пӗлтереҫҫӗ. — Мӗн ӗҫпе каятӑн? Малтанхи кунсенчех вӑл мана пӗр икӗ хутчен каларӗ: — Эпӗ сан аннӳна стекляруспа эрешленӗ пурҫӑн тальма панӑччӗ… Эпир унпа чӑнахах та тӗл пултӑмӑр. Анчах ӑҫта, мӗнле тӗл пулма тӳрӗ килчӗ!.. Тӗрӗссипе каласан, ҫав министр урӑх нимӗншӗн те мар, пуянлӑхпа влаҫшӑн тата тӗрлӗ чинсемшӗн кӑна ҫунса пурӑнать. Сире кайма йывӑр пуласран хӑратӑп. Кольхаун хӑй сӑмахӗ ӑнӑҫлӑ пулманнине курчӗ те урӑхла мӑй ҫаптарма шут тытрӗ. Унӑн ятне никам та пӗлмест, вӑл йӗр хӑвармасӑрах тӑшмантан пытанчӗ; тинӗсре ун йӗрӗ сыхланса юлман; вӑл пӗччен, ӑна никам та пӗлмест, никам умӗнче те шанчӑксӑра тухман. Малашлӑхшӑн ан кулянӑр. Старик хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Тусен хумӗсем ҫийӗпе, тухӑҫра, шуҫӑм умӗнхи тӳпе сиввӗн кӗренленет. Кашни кунах вӑл, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман, нимӗҫсен докӗсене каять, кашнинчех вара хӑйне пӑрахут ҫине илме йӑлӑнать… Вӑл ҫакна юриех каларӗ пулас. — Шкула ҫав. Вӗсене хирӗҫ виҫҫӗн пысӑк тимӗр кашта йӑтса пыратчӗҫ те, каштине юриех вӗсем ҫинелле ярса кӑшкӑрчӗҫ: — Сыхланӑр, пулӑҫсем! — Эсӗ ӑна, мӗн, юрласа ӑсатасшӑн мар-тӑр? Пакетра эпӗ сакӑр страницӑран та виҫҫӗшне ҫеҫ тупрӑм. Чӑнах та, вӗсем поляксен чиркӳне кайма пултарнӑ ӗнтӗ. Ксендз, мӗнле пулсан та, хӑй патне ҫӳрекенсене вӗсем ҫинчен пӗлтеретчех, анчах ӑҫтан пӗлччӗр-ха вӗсем кунта чиркӳпе ксендз пуррине, ӑҫтан пултарччӑр-ха вӗсем кампа та пулин калаҫма, ыйтса пӗлме? Устиновича тинкерсех итлемеҫҫӗ. — Мӗн пулчӗ, Аксель? — тесе ыйтрӗ профессор чӑтаймасӑр. Вӑл пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсене выляткаланӑ, тутисемпе чӑмлакаланӑ, унтан тӑнӑҫӑн кӑна:— Ман санпала пӑртак калаҫмалли пур… Ҫавӑн пек сасартӑк сывпуллашса, палламан ҫын хӑй лашине шпорсемпе тӗртрӗ те сиккипе яра пачӗ. — Кӑмӑлӑр пулсан, ҫамрӑк тусӑм, — тавӑрчӗ Гаррис, — айтӑр ҫак юханшывӑн вӑррине ҫитсе курӑпӑр. — Ну, ӗнер? Вӑл кула-кула аллине ман еннелле тӑсрӗ:— Ҫук, мӗнле пултӑр-ха апла, — темӗнле урӑхла сасӑпа каларӗ вӑл. Кусем хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ҫӗршывӗ тӑрӑх мухтавлӑ сарӑлса пыракан илемлӗ те ҫутӑ революцине курнӑ. Кӗтмен ҫӗртен унӑн куҫӗсем, хытӑ савӑннине палӑртса, ерипен те хӑюсӑррӑн ҫутӑлса кайрӗҫ те, Александра Ивановна ҫакна ӑнланчӗ: ӗҫсем лайӑхах. Майор савӑннипе кӑтех ахӑлтатса кулса ямарӗ. Ретсем тӑрӑх пӑшӑлтату иртрӗ, унтан шӑпӑрт пулса тӑчӗ, каллех пӑшӑлтатрӗҫ. Гленарван ҫав териех ӗненмелле калаҫнипе ватӑ моряк сехӗрленсех ӳкрӗ. Тен вӑл Гленарван мӗн ҫырнине тӗрӗс мар вуланӑ пулӗ? Мӗн вӗренетӗн вара? — Чим-ха, мӗншӗн эсӗ манпа «эсир» тесе калаҫатӑн? «Ну, турӑпа пӗрле!» терӗ те старик, виҫҫӗшӗ те харӑс ҫунашкана малалла туртрӗҫ. Килӗшетӗн-и? Джим тӑватӑ кун та тӑватӑ ҫӗр выртрӗ. Вӑт мӗнле хуралҫӑ!.. Юрӗ-ҫке ӗнтӗ… Пурӑнӑҫӑрта эсир икӗ хӗрарӑмпа тӗл пулатӑр. Ӗҫрен тухнӑ офицер вара темӗнле мӑнкӑмӑлланса, савӑнса карета еннелле пӑхса илчӗ. Карета чаршавӗ хыҫӗнчен кӑштах шикленнипе салхуланнӑ илемлӗ сӑн-пит курӑнса кайрӗ. Кольхаун лашине шпорӗсемпе хӗсрӗ те хӑйне хӑй шанакан ҫын пек малалла сиктерсе кайрӗ. Маякин — ҫак пулать ӗнтӗ! Мана сив чир ерчӗ пулмалла, урӑх ним те мар… Эсӗ, ват супнӑ, мӗн тума килтӗн тата? Вӑл вӑраххӑн вилчӗ, ҫавӑ ӑна пит йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ вӑл чӑнахах та тарӑхса калатчӗ: — Ниепле те вилейместӗн, аптӑрамалла! — тетчӗ. Хӑйсен хӗрӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ! (Пахчаҫӑ вӗсене карта ҫумӗнче тупнӑ та хуҫа хӗрӗ патне илсе пынӑ, лешӗ кирек мӗнле чӗрчуна та хӗрхенни ҫинчен ӑна прачкӑсем каласа кӑтартнӑ-мӗн. — Ну юрӗ, юрӗ ӗнтӗ, тӗктӑрмас, — хӑй патӗнчен йӑвашшӑн сирчӗ ӑна карчӑк. Дик Сэнд та асӑрхануллӑн ҫывӑхарах куҫрӗ. — Дубровскийӗ ҫинчен мӗн ҫӗнӗ хыпар пур тата? Кунта Ривэра пурне те тӗлӗнтерсе янӑ. Манӑн урӑх унпа тӗл пулма юрамасть. Килетӗн-и? Вӑл малалла вӗренме, ӑслӑ сӑмахсене астуса юлма пултараймарӗ. Юлашкинчен Том Джим Холлиса шыраса тупрӗ, лешӗ ӑна ҫапла ӗнентерме пуҫларӗ: Том хӑйӗн ҫылӑхӗсене каҫарттарман, ҫавӑнпа тӳпе Том пуҫӗ ҫине чир янӑ. Ӗҫлӗр! — Ахваткина сӑмах паратпӑр. Вӑл пурне те мӗнле ӗҫлемеллине кӑтарта-кӑтарта паратчӗ, лайӑхрах мастерсем те вӑл канаш панисене тимлесех итлетчӗҫ: Капендюхина вӑл ыттисенчен ытларах тата нумайтарах сӑмах каласа вӗрентетчӗ. — Риварес, эсир пума ҫинчен каласа кӑтартма пуҫланӑччӗ, — терӗ каллех Галли. Вӑл мӗн пурӗ те пӗр япалана — президиум сӗтелӗ хушшинче ларакан Воропаевӑн хытӑ асапланнине палӑртакан сӑнне ҫеҫ курчӗ. Э? Ман аллӑма лексен, эпӗ ӑна 24 сехет хушшинче суд тума хушатӑп, эпир ӑна крепость парапечӗ ҫинче персе пӑрахӑпӑр! — Ним те мар, Фелим, ним те мар. План ҫинчен мӗн калаҫмалла кунта? — кӑшкӑрчӗ тӳсӗмлӗхӗ пӗтнӗ Давыдов. Ганна пуҫне алли ҫине хунӑ; питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ; тутисем тӗлӗкре Левко ятне каласа пӑшӑлтатаҫҫӗ. — Э-эк! — кӑшкӑрса илчӗ те нимӗҫ, кӑмака ҫумнех тӗшӗрӗлсе анчӗ. — Ленинградри бомбӑсенчен сыхланмалли вырӑна шыв илчӗ. Эсӗ, ват ухмах, ун пек вӗреннӗ ҫынсене тӗлӗкре те курман!» Калӑпӑр, кирек мӗн пулсан та — Вонифатий сахӑр пӗтни ҫинчен пӗлтерет-и, пӗр-пӗр элеклӗ сӑмах сарӑлать-и, хӑнасем хирӗҫсе каяҫҫӗ-и — вӑл кӑтра пуҫне силлесе илет те: — Нимех те мар! — тет кӑна; уншӑн пурпӗрех. — Хисеплӗ тусӑм! Чир ҫӗнелмелле пулсан ҫӗнелетех ӗнтӗ. Вӑл шӑл ыратни мар, шӑл ыратнине сирӗн начар эмелӗрсемпех ҫӑмӑллатма пулать. — Ухмах вӑл санӑн, нимле йӗрке пӗлмест. Хытхура купине чӗртсе янӑ тӗле Кирюхӑпа Вася таҫтан тип ҫырмаран шыв ӑсса килчӗҫ; вӗсем тӗттӗмре куҫран пач ҫухалчӗҫ, анчах вӗсен витрисем чӑнкӑртатнипе калаҫни тӑршшӗпех илтӗнсе тӑчӗ; апла пулсан, тип ҫырми инҫех мар ӗнтӗ. — Ҫапла, тӗрӗс; анчах эсир аристократсем ҫинчен те аристократишкӑсем ҫинчен шутланӑ пекех шутлатӑр пуль тетӗп эпӗ. Ачан ӑс-тӑн аталанӑвӗ пӗр унран кӑна килменнине кура, ҫав аталану ҫулӗ ҫинче тата темскер, Макҫӑмран пачах килменскер, пуррине туйсассӑн, хӑйӗн вӗренекенӗн шӑпишӗн шикленсе, суккӑр умне тӗрлӗрен кӗтмен ыйтусем сиксе тухасран, ҫав ыйтусем нимпе пусарма ҫук асаплану сӑлтавӗсем ҫеҫ пуласран Макҫӑм хӑраса ӳкрӗ. Йытӑсем вара ӑна хӑрах уринчен кӑна ҫыртма ӗлкӗрчӗҫ пулин те, вӑй-халне самай чакарчӗҫ, ҫавӑнпа вӑл алкум патне те хӑюсӑр йӑпшӑнса ҫеҫ утса пычӗ. — Ҫапла ҫав, кӗҫнерникун Сorpus Domini. Анчах ыйтӑва мӗншӗн-ха кӗҫнерникунччен татса памалла? Вӑл часах хӑрушӑ салтак пулса тӑчӗ. Патвар ҫын ку дворник. Давыдов кантӑкран пӑхрӗ: Молчун крыльца умӗнче пӗр хускалмасӑр тӑрать. Кельнер, английски горчица ҫук-и сирӗн? — Тӗрӗс калатӑн, мур илтӗрех сана, — кӑшкӑрса илчӗ Сильвер. Нимӗнле хӑрушӑ та пулас ҫук тесе, вӑл вилнӗ пек ҫывӑракан тусӗсене вӑратас темерӗ, вара хӑй те выртса темиҫе сехет хушши асаплӑн тӗлӗрчӗ. Хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм ҫак пӑшалсем, хӗҫсем, штыксем тата хаяр пит-куҫсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илеймесӗр, ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑнхи пек, ун-кун пӑхса ларчӗ. Каналсене ҫынсем е мӗнле те пулин шухӑшлама пултаракан чӗрчунсем кӑна чавма пултарнӑ! Ҫак вӑхӑтра таможня начальникӗ Дэнс хӑйӗн отрячӗпе Логово Китта бухтине чуптарчӗ. Вӑрӑ-хурахсем сыхласа тӑрассинчен сыхланса, стражниксем ҫыран хӗррине аннӑ, васканӑ тата лашисене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫавӑтса кайнӑ. Паллах ӗнтӗ, вӗсем бухта патне ҫитнӗ тӗле, судна якорьне хӑпартма ӗлкӗрнӗ, анчах ҫыран хӗрринчен аякка кайман. Малтан эпӗ арҫын ачасен усрав шкулӗсем ҫинчен, унта хӗрачасен усрав шкулӗсем ҫинчен каласа парӑп. — Стоп! — тесе команда пачӗ Гленарван. Ӗненӗр мана. Шӑп ҫапла каланӑ пулӗччӗ председатель Буриш, мӗншӗн тесен унӑн юристла ӑс-хакӑл пур, суд чиновникӗ общество умӗнче мӗн-мӗн тума тивӗҫҫине пӗлет вӑл. Унӑн ӗмӗрлӗхех, ҫуралнӑ кунран пуҫласах, чӗмсӗр, пӑхӑнуллӑ сехре хӑппи хытса ларнӑ евӗр анра-сухралла куҫӗсемпе тӗл пулсан, подпоручик чӗринче яланах темӗн ӑнланмалла марри, кичемлӗхпе кӑмӑла кӑшлакан намӑслӑх евӗрскер, йӑшӑлтата-йӑшӑлтата илет вара. Унтан Техаса яра паратпӑр. — Ӗнен-ха сире! — Ҫаплах мар-ши чӑнах та, юлташсем, — терӗ Костя, хӑйӗн ахаль те пысӑк куҫӗсене тата хытӑрах чарса. Шыв хӗрринче хыр вӑрман шӑрши кӗрет, кӗпер пуҫтарнипех тӑрать, вӗҫӗмсӗр сулӑсем хӗррипе пыракан пӗчӗк пӑрахут пристане ҫити халӑх турттарать. Ҫынсем ҫывхарнипе хӑранӑ темиҫе зимородокпа юр пек шурӑ чарлансем кӑшкӑрса ярса сывлӑша ҫӗкленчӗҫ. Анчах пусӑсенче шыв сахал; типӗ, пулӑхсӑр тӑпрара урпа вӑрлӑхӗ пӗтет. Вӑл кӑвакарса кайрӗ, унтан, хӗре алӑран ярса тытса, хыттӑн каласа хучӗ: «Ҫитет! Урӑх ан ҫи! эсӗ ҫимесӗр питех те нумай пурӑннӑ, ҫавӑнпа та саншӑн ҫӑкӑр халь наркӑмӑш пек пулать». Эвелина хӑйне ҫывӑх пулни ӑна ҫав тери савӑнтарнӑ, анчах ӗнерччен, эпир хамӑр сывлакан сывлӑша туйман пекех, ӑна вӑл туйман. Робертпа Мэри ыталанса йӗреҫҫӗ. Вӑл ҫак ҫынсене кӗтетчӗ пулинех. Судья авторитетлӑ сасӑпа калать:— Лӑпкӑн! — тет. Ох! Ох, сехре хӑпрӗ-ҫке ман! Суран вырӑнӗ ыратни час-часах аптӑратма пуҫлать, юлашкинчен вӑл, икӗ тавлӑк хушши ыйӑхсӑр ирттернӗ хыҫҫӑн, тӑнсӑр пулса выртать. Вара вӑл Жухрайпа калаҫса пӑхрӗ. Унпа калаҫса кӑна ӑшне пусарнӑ вӑл, унпа калаҫса ҫеҫ мӗнле те пулин вӑрҫӑпа вилӗмрен хӑтӑлса юлас шанчӑкне, аран ҫеҫ тӗлкӗшекен вӑйсӑр шанчӑкне упракаланӑ. Халӗ ӗнтӗ эсӗ пирӗн пата, ман пата пыратӑнах. Ҫав кӗнекене Марк Твен мистер ҫырнӑ, ытлашшиех суйман вӑл унта. Пӗлӗтсем ҫӳхелсе витӗр курӑнакан пулнӑ пек туйӑнчӗҫ, анчах та пӗтӗм тӳпе ҫаплах вӗсемпе хупланса тӑрать. Сисет ман чӗре — таврӑнас ҫук вӑл, таврӑнас ҫук! Анчах та вӑл мана ҫапла каларӗ, ун сӑмахӗсене хальхи пекех астуса тӑратӑп: «Атте, медицина кандидачӗн те винтовка тытма тивӗҫ вӑхӑт пулать», терӗ. Голова чӗнмесӗр ларса пыма шут тытрӗ, кӑшкӑрса ярсан, ку ухмах хӗрсем мана, михӗ анине салтса кӑларас вырӑнне, михӗре шуйттан ларать-ха тесе, тарса пӗтӗҫ те, урамра пӗччен тӑрса юлӑп, вара тен, ирчченех лармалла пулӗ унта, шухӑшларӗ вӗл. Ак, тискер кайӑкранах тӗслӗх ил. Ара, Бажановӑна вӑл тӗрӗссине калаттарчех-вӗт, Бажанова ӑна малашне тата хӑрушӑрах пулассине кӗтмелле, терӗ. — Апла эсир нимӗн те каласшӑн мар-и? — Тӗрӗс, унта арман ларать, — тесе ҫирӗплетрӗ Паганель, Роберт кӑтартнӑ ҫӗрелле хӑй аллинчи вӑрӑм трубипе пӑхса. Халӑх ӑна шанман. Кунта ҫакна каламалла: юмахсемпе халапсене ҫынсем хӑйсем мӗн курни тӑрӑх шутласа кӑларнӑ. Морис Джеральд ӑна пӗр тӗлӗнмелле, хӑрушӑ истори каласа панӑ тесе сӑмах ҫӳренӗ. Макар — паттӑр! Суятӑн эсӗ, путсӗр йытӑ! Казаксенчен тахӑшӗ, шӳтлесе, Щукарь мучие ҫапла каланӑ-мӗн: — Ну, эсӗ тата мӗншӗн партие кӗме заявлени памастӑн-ха? Ливингстон, Танганьикӑн кӑнтӑр ҫыранне тӗпчесен, хӗвеланӑҫнелле, Лоанда еннелле, хӑй тӗпчемен вырӑнсенелли ҫул тытать пуль тесе чӑнласах шутлама май пулнӑ. — Эпӗ-и? — шартах сикрӗ палламан ҫын. Элен ун ҫинчен куҫӗсене илменни ӑна пушшех пӗтерчӗ. Мӗн пытарнине ирӗксӗр ыйтса пӗлес мар тесе, Элен Мэрине хул айӗнчен тытрӗ те ӑна палатка патне илсе кайрӗ. Унта мистер Ольбинет мӗнпур ӑсталӑхӑн йӗркисемпе хатӗрлесе сӗтел ҫине ирхи апат лартса пачӗ. — Пӗтӗмпех паратӑп, тет, пӗтӗм пурнӑҫа паратӑп тет, — тесе пӗлтерчӗ вӑл столовӑйран кухньӑна виҫҫӗмӗш е тӑваттӑмӗш хут пырсан. — Эпӗ юриех сире те мӗнпе те пулин вӗрентме юрӑхлӑ япала шыраса тупрӑм. Унӑн кӑвак куҫӗсем хуралсарах кайса шывланатчӗҫ; ҫав минутсенче вӑл тӗлӗнмелле лайӑхчӗ; вӑл ыйтни пурне те пӑртак вӑтантарса янӑ пекле туйӑнатчӗ, пурте именнӗ пекле аяккалла ҫавӑрӑнса пӑхатчӗҫ. Халь эпӗ ял тӑрӑх ҫӳренӗ чух та пӑхкаласа ҫеҫ утатӑп, хӑш хурӑнӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрӑп-ши? тетӗп. Чӑнах, вӑл чӑнахах та мӗн те пулин, питӗ хӑрушла ӗҫ тума шут тытсан? Анчах ӑна мӗнле тупас-ха? Ҫак йӑхсем ҫурт-хуралтӑ тума пӗлнӗ, вӑрӑм ҫӑмлӑ хаши ӗрчетнӗ, эрешмен ҫиенсемпе вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, юнлӑ ҫӑлтӑра Талцетла пуҫ ҫапнӑ. Алексей ҫавӑнтах тавраран тулли йӗкелсене пухрӗ те вӗсене вут умне хучӗ, кӑвайт ҫине типӗ ҫапӑ пӑрахрӗ. Йӗкел хупписем уҫӑлса шӑртлансан, вӗсенчен вӑррисене силлесе кӑларчӗ те ал тупанӗ ҫине хурса сӑтӑрма тытӑнчӗ. Хылчӑкне вӗрсе вӗҫтерчӗ, вӑррисене ҫӑвара хыпрӗ. Ҫавӑнпа та ҫиллине шӑнарса, Гленарван хуллентерех калаҫма пуҫларӗ. Пӗлетпӗр эпир: агитаци ҫеҫ вӑл! Эпӗ пур ҫӗрте те ҫак ҫамрӑксене пӗрлештерекен ҫыхӑну пуррине туйрӑм, хам ҫак ҫыхӑну айккине тӑрса юлнӑшӑн хурлантӑм. Карточки ҫине ятне пичетленӗ-мӗн, тата алӑпа темскер ҫырса хунӑ, хӗрлӗ чернилпа, тӗрӗсрех каласан — юнпа ҫырнӑ пек туйӑннӑ. Стройран тухнисен пӗр ушкӑнне ял хӗрринче ларакан аслӑ пӳрте вырнаҫтарма тытӑнчӗҫ. Хӗр ӑна хуллен кӑна:— Чимӗр-ха… — терӗ. Кӑнтӑрла Ромашов ӑна урамра аякран та пулин курасшӑн тӑрӑшрӗ, анчах кунашкал май темшӗн килсе тухаймарӗ. Вӗсем хушшинче Грушницкий те пурччӗ. — Ырӑ пул-ха, канаш пар-ха пире, — тесе йӑлӑнатчӗҫ вӗсем ӑна, анчах пӗрре ҫавӑн пек йӑлӑннӑ хыҫҫӑн, Уҫӑп аяккарах кайсан, каменщикӗ хуллен Григорие:— Еретик, — терӗ. — П-партизана? — Ватӑ священник ҫамрӑккинчен те усал. Лушка вартах каялла ҫаврӑнчӗ. Йӗкӗчӗсем ӑна вӑрман касма, пӗренесем чутлама, пура лартма пулӑшсах тӑчӗҫ. Чее старик вара ку мӗншӗн апла пулнине ҫийӗнчех ӑнланчӗ те ҫапла сӑмахлама тытӑнчӗ: — Ман хӗрӗм ҫаран тӑрӑх сарана пек, патша хӗрӗ пек ҫӳрет. — Мана та пар! — кӑшкӑрса ячӗ Гро-Ален. Ҫук! — хӑйне хӑй тавӑрса каларӗ вӑл, виҫҫӗшӗн еннелле шӑтарас пек пӑхса. Шӑпа ун вырӑнне мана тухнӑ пулсан, эпӗ никамран та нимӗнле пулӑшу та кӗтес ҫук! Павел килӗшмесӗр пуҫне сулларӗ. Шыв юхӑмӗ челнока та, шкунӑна та пӗр пек хӑвӑртлӑхпа, илсе каять, анчах шкуна галсене ҫав тери тӑтӑш улӑштарнипе малалла нимӗн чухлӗ хускалайми пуличченех чарӑнса тӑрать. Эпӗ нухайккана антартӑм та килелле сиккипе вӗҫтертӗм. Сирӗн костюма тата кӗпе ҫинчи тӗрре пӑхсан, эпӗ сире мексиканец тесе шутлама пултараттӑм. Мересьевпа Петров каҫченех ҫав ырӑ шӑршӑллӑ, кайӑк сассисемпе тулнӑ хурӑн вӑрманӗнче пулчӗҫ, хӑйсен ҫӗнӗ техникӗсемпе калаҫрӗҫ, полк пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ. — Ачсе-емӗрсем! — Вӑл кукленсе ларчӗ те, ҫаврака чӑрӑш пуленккисене пӑхкалама тытӑнчӗ, унтан эпӗ кӑмакана пӑрахнисене каялла кӑларма пуҫларӗ. Писательсем марсиансем ҫинчен васкасах юмахлӑ романсем ҫыра-ҫыра кӑларнӑ. — Мельбурнран. — Вӑрат мана, Лена, — терӗ Воропаев. Кашни сасӑ, кӑштӑртату е чӑштӑртату мана кӑртах сиктерчӗ… Герцогӑн пӳлӗмӗ пӗчӗк, анчах пит юравлӑ, манӑн читлӗх те ҫавӑн пекех. Эсӗ каялла чакатӑн пулсан, вӑл, паллах, сан хыҫҫӑн пырать. Голышев нимӗн те чӗнмест. Салтӑр-ха тата… Вӑл ҫавӑнтах Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче памперо тӑтӑшах пулни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Вӑл каланӑ сӑмахсем нумаях та пулмасть хӑлхарах пек илтӗнетчӗҫ, юрату ҫинчен малтанхи хут калаҫнисем куҫ умнех тухса тӑратчӗҫ, унӑн пурҫӑн пек ҫӳҫне те алӑ айӗнче пекех туятчӗ вӑл, хӑй кӑкӑрӗ ҫумӗнче унӑн чӗри таппине илтетчӗ. Вӑлтасенчен темиҫе пулӑ вӗҫертсе илсе, вӑлтисене каллех шыва ярса хӑвартӑмӑр та хамӑр апат хатӗрлеме кайрӑмӑр. Стенисенче тахҫан чӳречисем те, алӑкӗсем те пулнӑ, халь тесен шӑтӑк-шатӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ, виттине те хӑрах енчен ҫил ишсе антарнӑ. Ҫапла калать пек вӑл: — Ҫак ҫынна эпӗ 64-мӗш номерлӗ полицейски показанине хисепе илсе суд турӑм, мӗншӗн тесен 64-мӗш номерлӗ полицейски — организациленнӗ пусмӑрлах вӑйне палӑртса тӑракансенчен пӗри. Княгиня, хӑй калашле, питӗ йӑрӑ пулин те — ӑна темӗнле кӑшкӑрни те иментерместчӗ — вӑл та ывӑнса ҫитрӗ, канас терӗ. Эпӗ парӑса хӑпартса карӑнтартӑм та ҫав утравсем еннелле ҫул тытрӑм. Ҫил ҫула май вӗрчӗ, вара эпӗ виҫӗ сехетренех ҫав утравсенчен пӗрин патне ҫитрӗм. Утрав ҫинчи чуллӑ сӑрт ҫинче кайӑк йӑвисем нумай, эпӗ ытлашши ҫӳремесӗрех кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм. Ҫӑрттан каллех выртрӗ, вӑрахчен ҫавӑрӑнкаласа, плащне хӑй айне пур енчен те чиксе, ҫаплах мӑкӑртатрӗ: — Пысӑк урапапа каятпӑр тесе каларӑм сана, ҫук вӗт, санӑн ҫатан урапапа вӗҫкӗнленес килчӗ. Ҫав вӑхӑтра ҫаплах Негорӑна чӗнчӗҫ-ха. Кунтан лайӑххи мӗскер пултӑр? Фома старик ҫине пӑхса илнӗ те, пуҫне усса, нимӗн те шарламан. Мӗнле, Варькӑна наукӑна вырнаҫтарма хӑвӑн начальствупа калаҫса татӑлтӑн-и? Акӑ ӗнтӗ вӗсем Дуванкой урамне пырса кӗреҫҫӗ. Мӗн эсӗ, ку хӗҫпе утӑ ҫулмастӑн пулӗ те? Савӑннипе кӑшкӑрса ярса, Андрей урса кайнӑн, мӗнпур вӑйӗпе, мӗнпур хаваслӑхӗпе ҫӗкленсе, гранатине танк тӗпнелле вӑркӑнтарчӗ. «Ку тарана ҫитсе те эпӗ хам кам пит-куҫне ӳкернине ӑнланса илейместӗп. Ҫак нӳрлӗ тӗттӗмлӗх, ҫак сасӑсем, уйрӑммӑнах хумсен харкашуллӑ сасси, ҫаксем ӑна пурте эсӗ малалла ан кай, сана кунта нимӗнле ырлӑх та кӗтмест, санӑн уру ӗнтӗ текех нихӑҫан та бухта ку енчи вырӑс ҫӗрӗ ҫине ярса пусас ҫук, халех каялла таврӑн та тар ӑҫталла та пулин, ҫак вилӗм кӳрекен хӑрушӑ вырӑнтан мӗн май килнӗ таран инҫетерех тар, теҫҫӗ пек. Лаша пуҫӗ канлӗн аялалла усӑнса тӑрать; выльӑх акаци пӑрҫи ҫиет пулмалла. Васкамасӑр тухрӑм эпӗ картишӗнчен. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ хам ҫул ҫинчен акацисен йӗплӗ турачӗсене сирсе пырассине ҫеҫ астуса пыма пуҫларӑм, — ҫав туратсем мана ҫӑмӑллӑнах йӗнер ҫинчен ҫапса вӑркӑнтарма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Унтан — пӗр улпут майрине куҫ хыврӑм… чӑн-чӑн улпут майри, дворянка. Вӗсем патне самӑр ача пырса тӑнӑ. Ежов, пуҫне ӳпкевлӗн сулкаласа, ӑна:— Эсӗ те ҫав, Хӗрлӗшке элекҫӗ! Эпӗ ҫаврӑнтӑм та:— Тухса кайнӑ пултӑр, Савельич; манӑн чей ӗҫес килмест! — терӗм. Пӗр-пӗр ҫын пураннӑ ҫурт шырама кайма унӑн вӑйӗ ҫитмен, малтан ларнӑ вырӑна каялла ларма та пулман: унта юр тултарса лартнӑ; ҫуна ҫине выртсан та ӑшӑнас ҫук, мӗншӗн тесен витӗнмелли нимӗн те ҫук, чаппанӗпе кӗрӗкӗ ӑна халь пӗртте ӑшӑтман. Пӗр Гленарван кӑна ҫывӑрма пултараймарӗ. Мана тимер сӗтӗрттеретчӗҫ, кӑмрӑк патне хӑвалатчӗҫ… Мӗн тӑватӑн эс?.. — Ҫаплах! — терӗ вӑл хыттӑн та ҫирӗппӗн, унтан амӑшне вӑл халӑха ырӑ тума тӑрӑшса халӑх хушшинче чӑнлӑх саракан ҫынсем ҫинчен, ҫавӑншӑн пурнӑҫ тӑшманӗсем вӗсене тискер кайӑка тытнӑ пек тытса тӗрмесене хупни, каторгӑна яни ҫинчен каласа кӑтартрӗ… Ҫапах та пурччӗ… Эпӗ ҫапла шутлатӑп: шоссе хывнӑ чухне пӗтӗм системӑна пӑснӑ пулмалла, мӗншӗн тесен халь лаптӑка шыв килсе тӑмасть. — Аппу ҫав тери хытӑ пӑшӑрханать. Ежов, хӑйӗн стаканне ӗҫнӗ те, ҫӗр ҫине йывӑррӑн анса ларнӑ. Мана ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енче пӗр утрав курӑннӑ пек туйӑнчӗ. Акӑ ҫак пӳлӗмре ҫынсене таткаласа вӗлернӗ: стена ҫинче кустӑрма йӗрӗсем халӗ те юлнӑ-ха. Пысӑк хура куҫӗсем ун шухӑшлӑн, ҫав вӑхӑтрах ачаллӑн пӑхнӑ, тутисем, ача-пӑчанни пек, пӑртак уҫӑларах тӑнӑ, анчах та хӑйӗн кӑмӑлне мӗн те пулин хирӗҫтерес пулсан, куҫ шӑрҫисем ун пысӑкланса кайнӑ, тутисем таччӑн хупӑнса ларнӑ, мӗнпур сӑн-пичӗ вара тӳрккессӗн, харсӑррӑн пӑхма тытӑннӑ… — Эсир ав леш хӗррине циркульпе тӳрех кайӑр, унта пӑрахӑҫ тунӑ сад пахчинче — пуш вырӑн теҫҫӗ ӑна — яланах мулкачсем тӗл пулаҫҫӗ, — терӗ хорунжий, хӑйӗн чӗлхине самантрах улӑштарса. Санин шарламарӗ… вара кайрантарах… Клюбер господин ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Хӑй пӗччен ларнӑ ҫӗре кам та пулин пырса кансӗрленине суккӑр ача юратман. Приёмнӑйра генералсем, полковниксем кӗтсе ларнӑ. Ҫичӗ кун иртрӗ. Эпӗ ӑна ахаль ҫеҫ каларӑм вӗт. — Хальхи ӗҫ — ӗҫ-и вара вӑл? — пуҫне сулкаласа каланӑ старик. Куҫӗсем ун, пӗрре тӗксӗмленсе, пӗрре ҫуталса кайса, выляса тӑнӑ. Эпӗ вӗсене сӗлӗ те кирлӗ чухлӗ паратӑп, анчах вӗсем кӗсресем ҫине ҫав-ҫавах ҫаврӑнса та пӑхмаҫҫӗ. Халӗ эпӗ, хаклӑ юлташӑм, хама граждан вӑрҫи кунӗсенче позицире тӑнӑ чухнехи пекех туятӑп. Вӑл, ҫӗртен турпас татӑкӗ илсе, ӑна купаланӑ вутӑ патне пырса хучӗ, унтан ҫав вырӑнах тепӗр татӑк хурӑн хуппи сӗтӗрсе пычӗ. Ҫывӑрса тӑранма кайран та ӗлкӗрӗн, халь вара, вӑхӑт пур чух, тумлан та, — тетӗп, — хӑвӑртрах ҫылӑхран ыррӑн-сыввӑн аяккалла тар…» — Ӑҫта ӗҫлени ҫинчен те ыйтаймарӑм санран. Ҫав турӑсенче ҫеҫ этем сӑнӗ тӑрса юлнӑ ӗнтӗ. Вӑй манӑн ҫитет, ан пӑшӑрхан, тӳсӗп, факт! — Ҫук, Николай Артемьевич, манӑн ыран ӗҫлемелле. Ӗҫе алран вӗҫертмӗ вӑл… Ҫу-ук! — Час-часах та пулӗ, тен пыман та пулӗ — эпӗ ӑна-куна пӗлместӗп. Александра Петровна пичӗ ҫинчен кулӑ кӗтмен ҫӗртенех ҫухалчӗ, ҫамки тӗксӗммӗн пӗркеленчӗ. Пурте урӑхла пулма пултарнӑ Каҫхине вунӑ сехет хыҫҫӑн киле таврӑннӑ чухне эпир алӑк патӗнче, табуретка ҫинче, пысӑк кӗрӗк тӑхӑнса тӗлӗрсе ларакан хаяр Яфет умӗнчен хӑра-хӑра иртсе ҫӳренӗ вӑхӑтсем аякка-аякка тӑрса юлчӗҫ ӗнтӗ. Ку ӗҫе хирӗҫ пырас пулсан, ӑна Снеффельс айӗнче мар, Гамбурграх тытӑнса пӑхмаллаччӗ. Манӑн аннене яла йӑтса кайрӗҫ… Унта ӑна тутлӑ шӑршлӑ тӑвар шӑрӑшлаттарчӗҫ, сивӗ шыв сапрӗҫ, вӑл вара тӑна кӗчӗ. Тӳссе ирттернӗ хӑрушлӑхсене пӑхмасӑрах, вӑл капитан укҫинчен хӑйне тивӗҫлӗ хисепне илейменшӗн кӳренчӗ. Сире мӗн ҫав териех хӑратса пӑрахрӗ? — Вӑл юнкер-и вара? — терӗ те хӗр васкавлӑн, унтан темӗн хушасшӑн пулчӗ. — Эпӗ шухӑшласаттӑм… Вӗсем иккӗшӗ те кунта, Калинин ячӗпе тӑракан колхозра, ҫуралса ӳснӗ, комсомолта тӑнӑ, ударницӑсем пулнӑ, вырӑнти хаҫатра та вӗсем ҫинчен темиҫе хутчен ҫыра-ҫыра кӑларнӑ. Карчӑк сӑх-сӑхса илчӗ те ҫул ҫинчен пӑрӑнчӗ: — Турра шӗкӗр, вӑл сана манӑн ватлӑха шеллеме вӗрентнӗ. Вӑл чухӑн пулнӑ, тумланасса начар тумланатчӗ, анчах лутӑрканса пӗтнӗ ҫӗтӗк кӗпи, саплӑклӑ йӗмӗ, сапланӑ, шӑтӑк, чалӑшса кайнӑ аттисем унӑн хастарлӑхӗпе, шӑнӑрлӑ кӗлетки вӑрт-варт ҫаврӑнкаланипе, хусканӑвӗсем анлӑ пулнипе пит те килӗштеретчӗҫ. — Юрӗ, кай эсӗ… — Паганель сӑмах хушмарӗ, — терӗ Джон Мангльс. Матрос пулнӑ, сан пекех. — Куҫҫульне те пулин шӑлса иль хуть, — кӑшкӑрчӗ ӑна Берсенев, кулса ямасӑр чӑтса тӑраймасӑр. Сасартӑк йытӑ вӗрсе яни илтӗнсе те кайрӗ. Кунӗ сивӗ, темле ула-чӑлаччӗ, сенкер тӗслӗ шаннӑ тӳпере пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн шуса иртеҫҫӗ, хӗвел ҫуттине пӗлӗт мӗлки лаптӑкӗсем пӗчӗк шыв юххисемпе лупашкасенчи шыва кӗреҫҫӗ, вӗсем пӗрре ҫутӑлса куҫсене алчӑратса яраҫҫӗ, тепре хӑйсен бархат пек ҫемҫелӗхӗпе ачашласа илеҫҫӗ. Господа купецсем! Устинович кӗскен кастарнӑ хура ҫӳҫлӗ, симӗс ҫӗнӗ гимнастёрка тӑхӑннӑ, пилӗкне ансӑр чӗн пиҫиххи ҫыхса янӑ вунсакӑр ҫулхи хӗр пулчӗ. — Вӑл питӗ лайӑх мар ҫын, анчах ӑна кунта яраканнисем, унран та усалтарах. — Ҫук, халех. — Эсир ирӗк парсан, эп ӑна ҫыру ярӑттӑм, атте?.. — савӑннипе ҫӳҫенсе илсе, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса, шӑппӑн каланӑ Любовь. Санин васкаса тӑхӑнчӗ те Рихтере кӗртме хушрӗ. Ҫапла вара каторжниксем Мюльредин йӗррине паллама та, ун хыҫӗнчен хӑваласа пыма па пултараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем лашасӑр. Эпӗ шавах кӗҫ-вӗҫ пуҫланасса, хам этеме мӗн кӑна кирлӗ, ҫав мӗнпур ырлӑхсен хуҫи пулса тӑрасса кӗтрӗм, ҫавӑнпа, хам ҫук ҫӗрте пуҫланчӗ пулӗ тесе шутласа, эпӗ яланах пур ҫӗрте те хыпалантӑм. Мӗн ку — этем-ши? Ну, просто артист ҫав, чӑх мар! Ҫынсем чарӑнчӗҫ те Павел тавра пуҫтарӑнса тӑчӗҫ, анчах та вӑл малалла хирӗнсе тухрӗ. Анчах ун ҫине тӑватӑ кӗтеслӗ тӗкӗр ҫинчен пӑхакан хумхануллӑ ҫын сӑнӗ ӑна хӑйне те хумхантарса ячӗ. Ну, Лбов, халӗ эсӗ. Ку вӑл Хӗвелпе Ҫӗрӗн вӑтам инҫӗшӗнчен 22 миллион км ытларах. Хӗвел системинчи пӗрремӗш искусственнӑй планета Ҫӗрпе Марс хушшипе ҫаврӑнать. (Ҫак страницӑри чертеж ҫине пӑх). Турӑ сывлӑх кӑна патӑрчӗ», — тенӗ. Вӑл мана мыскаралла япаласем тума пултаракан ухмах мар йытӑ ҫурине пӑхнӑ пек интересленсе кӑмӑллӑн пӑхать. Ҫапах та мӑнаккӑшӗ ҫӳлелле чупса хӑпарчӗ. Сидпа Мэри ун хыҫҫӑн васкарӗҫ. Мана эмел парса вилнӗ пекех ҫывӑрттарса янӑ та, манпа мӗн тунине эпӗ пӗртте туйман. — Выльӑпӑр, Степа. Харӑлтатса ҫывӑрнине эпӗ чӑтма пултараймастӑп; тӑтӑшах эпӗ ыйӑхпа харӑлтатса илекен ҫынсем пирки те асапланнӑ. Анчах ку хутӗнче манӑн тусӑмсем хыттӑн та мирлӗн харӑлтатни мана музыка пек туйӑнчӗ. Мӗн тума пулать-ха ӗнтӗ кунта? Лётчикан урисене пульӑсем шӑтарса тухнӑ, алли те аманнӑ иккен. Ку ытла та тӗлӗнмелле пулман пулсан, эпӗ сиртен кулман пулӑттӑм! — Мӗн кирлӗ сана, Плутон? — тесе ыйтнӑ унтан килхуҫи. Сехрисем хӑпнипе сӑн-питӗнче вӗсен ҫын ӗренки юлман. — Нимех те мар, Даша инке! Эпӗ Англире хӗҫпӑшал туянасшӑн, анчах ӑна илсе килес тӗлӗшпе пысӑк йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Суккӑрлӑх эпир куракан тӗнчене хура чатӑрпа карса илет, вӑл пуҫ мимине пусса тӑрать, ӑна ӗҫлеме кансӗрлесе йывӑрлатать, ҫапах та йӑхран йӑха куҫакан сӑлтавсене пула е ытти майсемпе ӑс-тӑнра юлакан шухӑш-кӑмӑлпа сисӗм-туйӑм йӗрӗсем тарӑх пуҫ мими хӑйӗн тӗттӗм читлӗхӗнче те хӑйӗн тӗнчине ӑсталать. Анчах старик ҫаплах калаҫрӗ, ун сасси хӑлхара вӗҫӗмсӗр янраса тӑчӗ, хӑйӗнчен табак тата урпаран тунӑ кофе шӑрши кӗчӗ. Сӗтел ҫинчи хута вула авӑ! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна карчӑкӗ, тӑртанса кайнӑ куҫне хаяррӑн йӑлтӑртаттарса. Пӗр Паганель анчах ҫывӑрма выртмарӗ. Хуралӑн пирвайхи черетне унӑн ирттермелле пулчӗ. Ученый карабинне хулпуҫҫи ҫине хурса лагерь тавра ҫӳрет, унсӑрӑн вӑл ыйӑхлама пултарать. Ирсӗр! Кам кӑшкӑрчӗ? Ҫак ӗҫ пире пурӑнӑҫпа йӑла ҫинчен калаҫтарчӗ, унӑн мӗн пур усӑллӑ енӗ те ҫавӑ ҫеҫ. Темиҫе минутран Нестеренко улшӑнса кайрӗ. — Унӑн… инфантери… лейтинант, — хӑраса та таткаланчӑклӑн мӑкӑртатать Хлебников. Манӑн тӳрех Фаэнцӑна кайсан аван пулмалла. Ҫав самантра: «Ан хӑрӑр, вӑл ҫыртмасть», тенӗ уҫӑ сасӑ, хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайнӑ. Тепӗр ҫур сехетрен Каштанка урам тӑрӑх ҫынсем хыҫҫӑн утнӑ. Ҫыннисенчен клей шӑрши тата лак шӑрши ҫапнӑ. Эпир санӑн куҫҫульне шӑлса ярӑпӑр, терӗн-им? — терӗ те куҫӗсене ҫилӗллӗн вылянтарма тытӑнчӗ. — Анчах ӑҫта каятӑн-ха эсӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл тинех, чӗрҫиттине ярса, ачи ҫинелле хӑраса пӑхнӑ май. Пурнӑҫӗ ӑнман старикпе яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшнӑ, ӑна хӗрхенес таранах кӑмӑллӑ пулнӑ Давыдов ку хутра ӑна чарма шутларӗ: — Тӑхта-ха, мучи, чарӑн! Вӑл ҫемҫе мӑйӑхӗ айӗнчен курӑнса тӑракан тути хӗррисене тутӑр татӑкӗпе шӑлса тасатрӗ, сӗмсӗррӗн пӑхакан алтӑр куҫӗсене хӗсӗнтерсе хучӗ, хуторти хӗрсем юратакан чи лайӑх купӑсҫӑн йӑлипе аллине тӑсса кӑтартрӗ:— Иртсемӗр, ларсамӑр, хаклӑ влаҫсем! Хӑвӑрах пӗлетӗр, иккӗмӗш уйӑх кунта чаваланатпӑр, тӑваттӑмӗш смена ӗҫлетпӗр, ӗҫлекенсен тӗп составӗ пӗрре те канман, вӗсем хӑйсен ҫамрӑклӑхӗпе кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ. Судья арӑмӗ вара унӑн аллине чуптусах илнӗ. Анчах судьясене унӑн сӑмахӗ савӑнтармарӗ пулас, вӗсем хускалмарӗҫ. Свидерский магазинӗ; духи; — Тискер лашасем! — тесе каларӗ майор, Индж форчӗн командирӗ, бинокльпе пӑхсассӑн. Паллах, эпӗ ӑна ҫав самантрах ҫӳҫне касма, хресченле тумлантарса яла хӑваласа яма хушрӑм. Эпӗ ӑна калама ҫук ҫилленсе кайрӑм та калатӑп: «Культурӑллӑ ҫын мар эсӗ, шӑршлӑ шӑрка! — Селӗм. Шухӑша тасалӑх парать. Манӑн арӑм питӗ лайӑх горичнӑя ҫухатрӗ, анчах та урӑхла нимӗн тума та ҫук; ҫапах та килти йӗркесӗрлӗхе тӳссе пурӑнаймастӑп. Хурала тӑратнисем мана чарма шутламарӗҫ, вара эпӗ пӳлӗме, гусар офицерӗсем пӗр улттӑн укҫалла картла выляса ларнӑ ҫӗре, чупса кӗтӗм, Майор карт валеҫет. Ҫак инкекрен вӑл мӗнле майпа хӑтӑлнине курас килетчӗ манӑн. Тахӑшӗ ӑна хирӗҫ янӑравсӑр сасӑпа:— Ан вӗр йытӑ пек, — терӗ. Николай Люшня ҫав самантрах сиксе тӑчӗ те, сывпуллашмасӑрах, ҫӗлӗкне тӑхӑнмасӑрах пӳртрен тухса ыткӑнчӗ. — Эсир лайӑх пушмак парнелерӗр-ҫке мана! — Ҫапла пулас, — терӗ Берсенев, — анчах ку тем мар; кун пекки те яланах пулать, уйрӑммӑнах… Политика тӗлӗшӗнчен вӑл мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен калаҫмӑпӑр. Хамӑн ҫуртри тарҫӑсемпе тусӑмсем ҫине, улӑп пигмей ҫине пӑхнӑ пек ҫӳлтен аялалла пӑхаттӑм. Кам патне пулин те ярас пулсан, вӗсен укҫи телеграммӑшӑн тӳлеме те юлман. Вӑл хӑй Саваннӑра, халӗ акӑ эпӗ выртнӑ пек, вилес вырӑнӗ ҫинче выртнӑ чухне пурне те мана пачӗ. — Лӑплантӑм! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Запорожьери ҫар ҫыннисен арӑмӗсен ӑрӑвӗнчен тухнӑ паянхи казачкӑсем Кавказра хӑйсен сӑнарне чылай улӑштарнӑ: куҫӗсем тата ҫӳҫӗсем чылаях тӗксӗмленнӗ, горянкӑсем пекех кӗрнекленнӗ. «Ҫук, ку ӗҫе чӑнах та шуйттан хутшӑннӑ пулмалла», шухӑшларӗ вӑл, пуҫ тӳпине хыҫкаласа илсе. Ӑна боевой авиацине таврӑнма мӗн чухлӗ пулӑшма май пур, ҫавӑн чухлӗ пулӑшмалла». Хӗрарӑм вӑл ытахальтен кӑна. Сант-Антониопа Пысӑк кӳлӗсем таврашӗнчен килнӗ, кашни шӑкӑр-макӑршӑнах ҫапӑҫу пуҫласа яракан йӗкӗтсем пурте ҫапла шутласа хучӗҫ: Марысьӑн сарӑрах ҫӳҫӗ айӗн пӑхакан куҫӗсем ыраш хӑмӑлӗ ӑшӗнчи утмӑлтурат чечекӗсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, унтан илемлӗ хӗр халиччен пулман-тӑр та, терӗҫ. — Апла пулсан, — терӗ джентльмен, аллине улӑм шлепки патнерех тытса, — эсир мана каласа парӑр: Тимур Гараев ятлӑ ача сирӗн хурӑнташӑр пулать-и? Алексей ҫав самантрах ӑна ҫавӑрса тытрӗ. Унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапма тапратрӗ. — Илюш, эсӗ пире паҫӑр питӗ хӑрушӑ япаласем ҫинчен каласа патӑн, йыттисем те тӗлнех теме вӗрнӗ пек вӗрсе ячӗҫ. Унӑн малтанхи сӑмахӗсене амӑшӗ ӑнланаймарӗ, прокурорӑн сасси хулӑн та ерипен тухать, тикӗс мар юхса тӑрать; пӗрре — вӑраххӑн, тепре — хӑвӑртрах. Таврӑнсан, куҫне хӗссе ик аллине шарт ҫапрӗ. Унӑн укҫа пур пек туйӑнать, ҫавӑнпа та вӑл ахалех ӗҫлеме хатӗр. Вӗсем пирӗн ҫуртасене иккӗшне те сӳнтерсен, пирӗн мӗн тӑвас-ха? — Нихӑҫан юратман та. Тепӗр тесен, хӑвӑр пекех ӗнтӗ. — Катя мана: эсӗ доклад тума хатӗрленетӗн, терӗ. Княгиня нимӗн те пӗлмест иккен-ха е мана ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Антонюк хӑй ку хутра вӗҫерӗнес ҫуккине ӑнланса илнӗ. Вӑл хурлӑхлӑ пек курӑнать. Лапутянсен хӑнӑхӑвӗсемпе йӑлисем. Ҫӗрпе танлаштарсан, ҫын ҫав тери пӗчӗк, ҫавӑнпа та вӑл Ҫӗр ҫаврӑннине пачах асӑрхаймасть, ҫийӗнчен тата Ҫӗр сасартӑк карт! туртӑнмасӑр, чарӑнусӑр, пӗр тикӗссӗн куҫса пырать. — Хӑш ҫулпа вара, ывӑлӑм? — Ну, шултӑркаса кайран ӗнтӗ, — йӗрӗнчӗклӗн мӑкӑртатнӑ та старик, ун ҫине аллисемпе тӗтӗме сирсе янӑ пек сулкаласа, аяккалла пӑрӑнса кайнӑ. Мӗнех-ха ӗнтӗ, юрӗ, эпӗ калӑп унта, кӑмрӑк тата материалсем кӳрсе паччӑр. Вӑл малицине хывса хучӗ, пимне улӑштарчӗ, анчах ҫав-ҫавах малтанхи мӑнлӑхне ҫухатмарӗ. Ҫӳлӗ тухтӑр та ун ҫумӗнче ытлашши ҫӳлех курӑнмарӗ. Ман пирки ӗнтӗ калаҫмалли те ҫук. Анна Степановна — ҫап-ҫамрӑк сӑн-питлӗ. Вӗсем ҫул айккинелле темиҫе утӑм турӗҫ, чӑнкӑ сукмакпа чупса анчӗҫ, чул ту хыҫнелле пӑрӑнчӗҫ те чарӑнчӗҫ. Вырӑнти кайӑксем, вӗсен ҫемйине пӗчӗк чепчен хутшӑнсан, питӗ именнӗ. Эсӗ Валя Жуков патӗнче пулнӑ чух Арбатра ҫӑкӑр черетӗнче тӑраттӑм эпӗ. — Кама тупӑш кирлӗ, анчах тепри чысшӑн служит тӑвать! — терӗ аслӑ Козельцовӗ тарӑхнӑ сасӑпа, каллех калаҫӑва хутшӑнса. Вӑл кунтах-ҫке… Унӑн сӑн-сӑпачӗ, пӗрре пӑхнипех кӑмӑла каймасан, пыра киле кӑна пит-куҫӗнчи тӗрӗсех мар йӗрсенче пайтах хура-шур тӳснӗ, таса та хисеплӗ чуна курма вӗренсе ҫитсен тин килӗшекен пулать. — Епле? — ыйтнӑ унран Оля, пӗртте шкулта чухнехи пек мар, урӑхла, янравлӑ сасӑпа. Халь сире тӗпчеме тытӑнатӑп, сирӗн ирӗксӗрех хӑвӑр ҫинчен каласа памалла пулать. Амӑшӗ сак ҫине тӑсӑлса выртрӗ те тӗлӗрсе кайрӗ. — Чӑннипе каласан, ку таранччен пӗр хинин йывӑҫне те тӗл пулманни мана тӗлӗнтерет, — хушса хучӗ Дик. — Юрать, эпӗ калатӑп… Пурӗпӗрех, кайрӑмӑр, — Бобетинский, ыр кӑмӑллине кӑтартасшӑн пулса, аллине анлӑн та тирпейсӗррӗн сулса илчӗ. Унта ҫитсен, хӑйӗн отрячӗпе укӑлча хӗрринчи пӳрте кӗрсе вырнаҫнӑ. Хӗҫпӑшаллӑ палламан ҫынсене, пит вӑрттӑн хӑтланаканскерсене, кӳршӗри пӗр комсомолец сиснӗ те ялсовет председателӗ патне чупнӑ. — Ҫапла, эпӗ. Пӗлетӗр-и мӗнле шутпа? — Икҫӗр аллӑ миль ҫуран утмалла! — тесе ячӗ ҫамрӑк капитан. Тата хушӑри енсем те пур; ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ хушшинче — ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ, ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ хушшинче — ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ хушшинче — кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ, кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ хушшинче — кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ. Вӑл крыльца ҫине улӑхнӑ чух Ольга кухньӑра примус чӗртсе тӑратчӗ. Ту таврашӗнчи юхан шывсем чи пӗчӗккисем те ытла хӑрушӑ, вӗсен тӗпӗ чӑн-чӑн калейдоскоп пек: хумсем ҫапӑннипе кашни кунах вӑл улшӑнса тӑрать; ӗнер чул выртнӑ ҫӗрте паян лакӑм пулса тӑрать. Вӑл ҫамрӑклах тӑлӑха юлнӑ та мӑнастирте воспитани илнӗ. Никольски чиркӗвӗн ҫинҫе шпилӗ, пӑхӑр пӳрне пек, пӗлӗте тӑрӑнса тӑрать, ун ҫинче хӗрес ҫук, ӑна ылтӑнлама антарнӑ. Макар ун ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те малалла калама пуҫларӗ: — Урапасем патне каялла пытӑм та йӗкӗтрен ыйтатӑп: ҫулакансенчен хӑшӗ секретарь? Eine so reizende Frau braucht einen Vann, um Schon heit zu erhalten. Сӑмах майӗн, ҫыру вӗҫӗнче вӑл Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусенче хӑй танкисчӗсем, машинӑсемсӗр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн ҫӗнӗ техника кӗтнӗ вӑхӑтра Мамаев-курган районӗнче ҫурран стройра ҫапӑҫни ҫинчен, ҫавӑн чух Степан Ивановича тӗл пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Мӗнле хӑватлӑ, мӗнле хӑрушӑ пек туйӑннӑ вӗсем Артура темиҫе сехет каярах! Савӑнса, хавасланса кайнӑ Алексей темиҫе тарӑн вираж турӗ, унтан мертвая петля туса илчӗ те, петлӗрен тухнӑ-тухманах, машинӑна штопора кӳртсе ячӗ. — Анчах Гленарванпа унӑн арӑмне мӗнпе тӳлӗпӗр-ши эпир? Епле тӑрӑшаҫҫӗ вӗсем пирӗншӗн, — терӗ Мэри. Ку ӗҫ ҫав тери ҫывӑхра пулса иртнӗ. Ҫавӑнпа та Алексей, тусне пулӑшас тесен, сывлӑшри атака йӗркисене пӑхӑнса тӑма пултарайман. Айӑкран ҫаврӑнса пыма вӑхӑт та, вырӑн та пулман. Вӑл, ачасем час-часах тунӑ пек, куҫӗсене чӑмӑрӗсемпе хӗстерсе пӗр минута яхӑн ним хускалмасӑр тӑчӗ. Ку вӑл ирӗксӗртен пулчӗ. — Ку тӗлте вӑл шухӑша кайса пӗлмӗш пулчӗ те французла ари шӑхӑрса юрлама тытӑнчӗ. Эсӗ халех ху тӑвакан картинӑсем ҫине палӑрса тӑракан сӑрӑсем нумай хуратӑн. Санӑн ӳкерчӗксем питех чаплӑ мар, теприсем пачах начар, йӗрсем палӑрмаҫҫӗ; эсӗ малтанах куҫа курӑнакан капӑр картинӑсем ӳкерме пуҫларӑн та ӗнтӗ; асту, акӑлчансем пек пуласран сыхлан. Паллах ӗнтӗ, эсӗ ӑна ӗненсен… Ҫак шухӑша каласа пӗтерме те хӑратӑп эпӗ, енчен вӑл ӑна ӗненес пулсан, эпӗ ҫак хамӑр ларакан сквертан тухса кайӑттӑм. Эпир акӑ унпа, иксӗмӗр те шурса кайнӑскерсем, пӗр-перин ҫине пӑхмасӑр, калаҫса ларатпӑр. Ҫак скверта кашни сак ҫинчех ҫын пур пулин те, тата ҫакӑнтах хаяр хуралҫӑ уксахласа уткаласа ҫӳрет пулин те, пирӗншӗн никам та ҫук пек туйӑнать. Тухса каймаллах пулать-ши вара манӑн ҫак сквертан? Бронедивизион командирӗ Александров полковник килте пулманни виҫӗ уйӑх ӗнтӗ. Нуши ҫук аллӑ ҫухрама кӗсел хыпмашкӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме. Пӗрисем Усалӑн вӑрлӑхне кӑларса илме май ҫуккине евитлеҫҫӗ, пуррилӗхе туса хуракан пӗртен пӗр вӑй усал тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Айӑкри юр ҫине пӑрӑнас-им? Вӑл Иоганнеумра профессор пулса минералоги ҫинчен лекцисем вулать, анчах лекци пынӑ вӑхӑтра яланах унӑн пӗр-икӗ хутчен чунӗ кӳтсе ҫитет; студентсем унӑн лекцине пӗр ҫиктермесӗр ҫӳренипе ҫӳременни, ӑна тимлӗ итленипе итлеменни тата лайӑх вӗренсе пырасси ӑна пӗрре те интереслентермест: ҫак вак-тӗвек япала ҫинчен вӑл сахал шухӑшлать. Вӑл патагонецӑн ӗмӗлки пулса тӑчӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, эпӗ йӑнӑшнине пӗр енчен этем йӑхӗнче яланах пулакан ухмахлӑхпа, тепӗр енчен струльдбругсем хӑйсен ҫӗршывӗнчи уйрӑм йӑхри этемсем пулса тӑнипе ӑнлантарса пама пулать. Ҫавсене пурне те… ҫав пӗтӗм ирсӗрсене списока кӗртсе хур! Алӑка шартлаттарса хупрӗ, унтан кӗтесре темӗскер чакаланма пуҫларӗ. Туртӑм пӗчӗкленет. — Айтӑр пирӗнпе пӗрле. Ҫенӗкре эпӗ чарӑнтӑм та, унтан, чуптума юрать-и, тесе ыйтрӑм. Том, Геркулес, Батпа Остин камбузри апат-ҫимӗҫе, ӗҫмеллисене ҫыран хӗррине кӑларма пуҫларӗҫ. Дик Сэнд тӗп склада кайрӗ. Чипер курнаҫрӑр-и, чипер-и паян каҫпа,Чипер-и урамра та, чипер-и тӗттӗм урамра, Чипер лартӑр-и, чипер калаҫрӑр-и. Эпир мӗн ватӑличчен, мӗн вилӗм ҫитичченех ак ҫапла, хальхи пек, алла-аллан тытӑнса пырӑпӑр, вӑтанма мар, мӑнаҫланӑп эпӗ санпа тата тав тӑвӑп сана!.. Эсир ӑна часах курнӑ пулӑттӑр, абсурд пулса тухатчӗ. Пурте кӗтмен ҫӗртенех питӗ хӑвӑрт пулса иртнӗ. Володя вара, кӑмӑлӗ тулса килнипе каҫса кайнӑ пекех пулса, хӑйне хӑй мӑнаҫлӑн, ҫирӗппӗн тыткаларӗ, хӑранине-мӗнне те палӑртмарӗ. Ку енӗпе «Пилигрима» нимӗн те хӑратмарӗ. Исидорӑшӑн ку пит те кулӑшла пулнӑ. Пирӗн урӑххисене хуҫмалла! Калаҫу ҫивӗчленсе, хӑпарса пычӗ, унтан вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑрлӑхсем ҫине куҫрӗ, — мӗн-мӗн ҫинчен калаҫмарӗҫ пулӗ ҫав сехетре? — Мӗншӗн ӳктӗр, хӑйне хӑй сыхланать вӗт вӑл? — тет ӑна Федя. Чура сутуҫисем ҫакна «тиркеза» теҫҫӗ, урӑхла каласан, каҫхи ҫул. Сана халиччен тытса тӑма кирлӗ те пулман, анчах куншӑн эпӗ хам айӑплӑ, ӗҫ хушшинче асӑрхайман. — Мӗншӗн-ха наука? — терӗм эпӗ. — Тухтӑрсем камсем вара? Наука жрецӗсем. Ҫамрӑк ҫынсене, ку вӑл сывлӑхшӑн кирлӗ тесе, кам аскӑнлӑх ҫулӗ ҫине тӑратать? Вӗсем. Кайран вара, хӑйсене хӑйсем тем вырӑнне хурса, сифилисран сиплеҫҫӗ. «Кала, кала, эс мӗншӗн кунта?» ыйтрӗ Андрий аран-аран сывласа тата ҫав тери хумханнӑран чӗтрекен сасӑпа пӑшӑлтатса: «панночка ӑҫта, пурӑнать-и?» Унтан каллех хӑй ӗҫне тытӑнӗ. Анчах та тытса каймарӗҫ. Ҫак ӳкерчӗк пирки Давыдов тахҫантанпах ӗнтӗ кулянса, тарӑхса пурӑнать. Унӑн сӑнӗ хурланчӑк тата шуранка. Ҫакӑ вӑл — Ефим, ку ҫынна Павел тесе чӗнеҫҫӗ, сана эпӗ ун ҫинчен каланӑччӗ, Павел умне, кӑвак куҫӗпе куҫ айӗн пӑхса, ҫӗлӗкне алла тытнӑ, кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ, илемлӗ кӗлеткеллӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ, сарлака питлӗ, вӑйлӑ пек курӑнакан йӗкӗт килсе тӑчӗ. — Ҫук, ӗненместӗп. О, ман анне кӑкӑрне ӗмнӗ пиччем пулӑсӑнччӗ эсӗ! Аманнӑ ҫын ытла та вӑйсӑрланнине курсан, Мак-Набс ӑна калаҫма чарасшӑнччӗ. Анчах Мюльреди пикенсех калаҫасшӑннине пула майорӑн килӗшмелле пулчӗ. Ман калаҫӑвӑн пӗртен-пӗр ҫитменлӗхӗ ҫакӑ пулчӗ: сӑмахсене тӗрӗсех калаймарӑм тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем хӑшӗсем аванах пулаймарӗҫ те, эпӗ ку чӗлхене начар пӗлни курӑнчӗ. Аҫу-аннӳ ӑҫта? Ҫав тискер япала пӗр сиккеленмесӗр ҫывӑрнӑ пекех выртать; ӑна тинӗс те ҫӗклеймест пулас, шыв хумӗсем анчах айккисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ. — Мӗн эсӗ, тӑмпуҫ, курмарӑн-им, халь кӑна шутларӑм. — Курасса куртӑм та… — Ну, эппин, тата тепӗр хут шутлам. Карап ҫинче хӑрушӑ самантсенче сӑмсана каҫӑртса тӑма ҫук, мана, врача, ахаль матрос пек ӗҫлеме те чылай тивнӗ, терем. Вӗсем мана, Вулич виличчен ҫур сехет малтан ӑна пур пӗр вилмелле ҫӗртен ҫӑлса хӑварнӑ турӑ ҫырни пирки тӗрлӗрен асӑрхаттарусем хушса, мӗн пулнине йӑлт каласа пачӗҫ… Хамӑн тӗттӗмлӗхӗм аташтарчӗ мана… Эпӗ иккӗмӗш боцманӑн, Израэль Гэндсӑн, тахҫан Флинтӑн канонирӗ пулнӑскерӗн, сассине палларӑм. — Вӑй, вӑй, — терӗ вӑл: — пӗтӗмпех хамрах, анчах та вилес пулать! Ну, мӗнле, пыратӑр-и пирӗнпе? Ваше превосходительство, ӑна юрӑхлӑ экипаж пур-и вара сирӗн? — Экипаж-и?.. Ара, ку юланутпа ҫӳремелли лаша-ҫке-ха. — Ӑна эпӗ пӗлетӗп-ха, ваше превосходительство, сирӗн ытти лашасем валли экипаж пуррине пӗлес тесе ыйтрӑм эпӗ. Азотея карлӑкӗ ҫинче креолка алли тытса тӑракан корзинка, ахальтен мар пулӗ ӗнтӗ, сасартӑк аялалла шуса анса кайрӗ. Ним калама та ҫук, тӗлӗнмелле лайӑх! Марыся хӑраса ӳкрӗ, япалисене пӑрахрӗ, вара вӗсем малалла кайрӗҫ. Шел вӗт ӑна, э? Анчах унӑн сӑн-пичӗ пачах урӑххине пӗлтерчӗ. Текех, ура утайми пулсан та, вӑл пӗртен пӗр хӑй хавалне ҫеҫ шанать. Акӑлчансем ҫак вӑхӑт хушшинче туземецсемпе ҫыхӑну тытасшӑн пулнӑ, анчах вӗсен ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулман. Анчах Халл капитанӑн карапӗ яланах пӗр кӑлтӑксӑр, йӗркеллӗ ӗҫлет, вӑхӑчӗ вара — экватор икӗ енӗпе те ҫул ҫӳреме кӑмӑллӑ ӑшӑ вӑхӑт. Ҫав сборсем иртнӗ хыҫҫӑн Лозневоя офицер пулса ҫарах юлма сӗннӗ. «Сирӗн высокоблагороди… подпоручик… перӗннӗ!..» — йывӑррӑн каласа хурать Гайнан. Ҫӳллӗрех, вӑтам тата тӑрринче ҫӳҫ евӗр ҫинҫе мачтӑран пралук татӑкӗсем ҫӗкленчӗҫ, хӗлхемсем шатӑртатни илтӗнет. Ҫак пуш хире пур ҫӗрте те каналсен типнӗ юхан шыв ҫулӗсем сухалаҫҫӗ. Ун пек-ши вара? Ҫунса кайнӑ ял варринче пӗр-пӗччен тӑракан кӑмакара темскер пӗҫерсе, ун умӗнче сиккелесе мӑкӑртатакан, ӑсран тухма пуҫланӑ карчӑкран Гвоздев ҫакна пӗлнӗ: нимӗҫсем ҫывхарса килнӗ чух учительница пит те чирлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та агрономпа унӑн хӗрӗсем ӑна илсе кайма та, пӗччен хӑварма та пултарайман. Н-ра манӑн хамӑн штурманран урӑх тата та туссем пурччӗ. — Тепӗр ҫӗлен, ырӑ хуҫам. Иван Никифоровича чее ӑсӗпе мӗнле ӳкӗте кӗртес тесе, тӗрлӗ майсем тупса, хӑюллӑн малалла утса пынӑ вӑхӑтра, Антон Прокофьевича кӗтмен ҫӗртен кӑштах пӗр сӑкӑлтӑк пӑшӑрхантарчӗ. Калчо черешня вуллинчен тунӑ кӗпҫере шӑрпӑкпа тивертмелли шӑтӑк тума тытӑнчӗ, чӑн тупӑран начар тӑвасшӑн марччӗ ӗнтӗ вӑл ӑна. — Каяр киле, — терӗ пӑшӑлтатса Джемма: — пӗрле каяр-и, килӗшетӗн-и? Тепӗр ҫӗрте хӗрсем йӗкӗте хӑвалаҫҫӗ, тытма хӑтланса, ура хурса ӳкереҫҫӗ, лешӗ вара хутаҫӗ-мӗнӗпех ҫӗрелле чикеленет. — Юрӗ, — хуллен тавӑрчӗ Павка. * * * Ҫивӗч пӳрт тӑршши ай амантрӗ хурӑнне, Шур хуппи тӑрӑх шӑпӑртатать куҫҫулӗ. Пӗр хут ҫеҫ пурӑнатӑн, пурӑнма пуҫлама та вӑхӑт ҫитнӗ пек… анчах ҫынни — ҫынни ҫук та… ҫук! Ҫурҫӗр. Вӑрӑ-хурах тапӑнсан?.. Поликарп Михайлович патӗнче ӗҫленӗ чух, Ерофей пӗрмаях сӑнаса пурӑннӑ; лешӗ хӑйӗн хуҫалӑхне ҫав тери хӑвӑрт вӑйлатса пынӑ. Аранрах тӗлкӗшекен кӑвайт ҫине вӑр-вар та хаваслӑн ҫапӑ пӑрахса тӑрса ҫулӑма вӑйлатса яракан ҫын пекех хӑтланнӑ вӑл. Пиччен «пӗтӗмпех пӗтрӗ», тенӗ юлашки сӑмахӗсем манӑн хӑлхара янӑрасах тӑраҫҫӗ. Денни аренӑн тӑватӑ пайӗнчен виҫӗ пайне чупса витнӗ: вӑл ҫамрӑк мексиканеца чӗррӗнех ҫисе яма шутлани пурне те паллӑ пулнӑ. — Лутра-им? — тӗртсе хучӗ Элен. — Марыся, — терӗ вӑл юлашкинчен, йӗнипе ҫине-ҫинех татӑлакан сассипе, — каҫар мана, хӗрӗм… Унтан, нимӗн те асӑрхаман пек, хытах калаҫма пуҫларӗ: — Ҫук, тӑвансем, ҫылӑха ма пытарас, эпӗ, авланман пулсан, Дашкӑна качча илнӗ пулӑттӑм. Н-ну, — барыня! «Чур мана, усал! — терӗ малалла писӑр, алӑк хушӑкӗ витӗр: — Вырӑнтан тапранмасан, алӑкне уҫӑпӑр». — Сирӗн ӗҫ ҫав ӗнтӗ… Ҫакна шухӑшласа та кӑлараймӑн! Хаҫатран тунӑ, ҫункаласа хуралнӑ абажурпа витӗнсе тӑракан пилӗк линиллӗ пӗчӗк лампа кӗтесри сӗтеле, уҫса хунӑ кӗнекене тӗксӗмреххӗн ҫутатать. Эпӗ чӗркуҫленсе лартӑм. Ку ҫылӑха эпӗ хам ҫине илӗп. Сана, никам хӳтӗлеменскере, ҫакӑнта пӑрахса хӑварма пултараймастӑп эпӗ. — Санӑн черет-и, Гурка? Вӑл малтан: «юрамасть, тупа туса каланӑ сӑмаха пӑсма юрамасть, нимӗнпе те юрамасть», терӗ. — Тӑхта, — терӗ те вӑл чӳречерен пуҫне кӑларчӗ. Ирсӗр упӑте лутӑркаса амантнипе эпӗ чирлесе икӗ эрне хушши выртрӑм. — Вара эпӗ ҫулталӑк ҫурӑ… Негоро сасартӑк шӑпланчӗ. Чӗтрекен аллӑмпа ҫӗҫҫе туртса кӑлартӑм, уҫрӑм — куҫӑмра хӗрлӗ ҫаврашкасем сиккеле пуҫларӗҫ, хӑранипе те тарӑхнипе ҫӳҫӗм чӑшӑлах хускалчӗ… — Манпа пӗрле вӑрра ҫӳрекенни тесе кала!.. Юр ҫинче ура лапписем путӑк йӗр хӑвармаҫҫӗ, пӑрланса хытса ларнӑ ҫиелти юр хытти тӗпренчӗкӗсене кашкӑр чӗрнисем чавса кӑларнӑ тӗлсенче чавнӑ вырӑнсем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ — ахах пӗрчисем акӑннӑ йӑлтӑркка йӗр выртса юлать. Анчах пӗр кашкӑр та курӑнман иккен, ҫавӑнпа Геркулес ирхи апат ҫимен-ха. Халӗ вара, шӳрпе ан сивӗнтӗр тесе, пурте пӗр харӑс ҫиме тытӑнмалла пулать иккен, кам ӗлкӗрӗ унта. Акӑ ҫуррине ҫавӑрса та илчӗ. Часах Хӗвел Уйӑх евӗрлӗ ансӑр ҫурла пек кӑна тӑрса юлать… курӑнми пулчӗ! Доброволецсен юхӑмӗ пырать, казаксен ҫавӑн пек шавлӑ та вӗресе тӑракан митингӗсенчен пӗрне Воропаева ячӗҫ. Ҫав митингсене пула, ун чух ҫар ретне пиншер патриотсемпе патриоткӑсем хутшӑнчӗҫ. Старик йӗрӗнчӗклӗн пуҫне сулларӗ. — Ӑнлантӑм, капитан юлташ! Хӑйне сывлӑх суннине хирӗҫ чӗнмесӗр, Костьӑна Лозневой выртакан горница алӑкӗ патне ҫитиех куҫпа пӑхса ӑсатрӗ, унтан йывӑррӑн сывласа илсе, кинне хулпуҫҫи урлах ҫилӗллӗн ҫапла каласа хучӗ: — Ҫакӑ ҫеҫ-и? — Аха! — кӑшкӑрса ячӗ Гусев. Сӑмах та чӗнмерӗ вӑл, кӗҫӗн алӑкпа урамалла тухрӗ те ӑна хӑй хыҫҫӑн тирпейлӗн ҫаклатса хӑварчӗ. Мӗн тери лайӑх тӑван чӗлхене кӑна пӗлекенсене, — вӗсенчен нимӗн ыйтмалли те ҫук. Фомка ҫине те… Ку кӗнекере арҫын ачан биографине панӑ, ҫавӑнпа та унӑн биографийӗ ҫакӑнтах чарӑнса тӑмалла. Вӑл малалла тӑсӑлнӑ пулсан, ҫитӗннӗ арҫыннӑн биографийӗ пулса тӑратчӗ. Унта пӗлӗт те питех нумай пулмасть, сывлӑш та лӑпкӑ, тӳремлӗхри пек хумханмасть, тата вӑл витӗр курӑнмаллах таса пулать. Пӑрахут — мӗн кайнӑ таран — хуланалла васканӑ. Вӑл сире хӑйсен коралӗсем патне ертсе кайӗ, хӑйсен выльӑх-чӗрлӗхне кӑтартӗ тата плантацисенчи кӗтӳ ҫӳремелли вырӑнсенче темиҫе ҫӗр, темиҫе пин лаша тата ытти выльӑх ҫӳрени ҫинчен мухтанса каласа парӗ. Сирӗн вунӑ ҫултан иртнӗ вӑкӑрсем миҫине пӗлетӗн-и эсӗ?.. — Нечего сказать, домы болщущие, картины висят скрозь важные. Путлӗн ним тума та пӗлмест, ним каласа та ӑнлантарма ҫук ӑна. — Ҫил илсе каять, — терӗ ыйткалакан; кайран ҫапла ыйтрӗ: — Эсир пӗлтерӳ куртӑр-и? Паян пурӑнатӑп-ха, ыран чунӑм кӑна юлать. Лӑпкӑ, чӗлӗм туртман ҫын. Княгиня сӑмах ваклама, нумай калаҫма юратать, никам пӗр сӑмах чӗнмесен те ялӑнах хӑйсене хирӗҫленӗ чухнехи пек калаҫакан ҫынсен шутне кӗрет: вӑл е сассине хӑпартса ярать, е ӑна пусарса пырать-пырать те сасартӑк ҫӗнӗ ҫивӗчлӗхпе калаҫма тытӑнать, хӑйне хавхалантарасшӑн пулнӑн, ҫывӑхрах калаҫӑва хутшӑнмасӑр тӑракансем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать. Гленарван ҫакӑн ҫинчен ыйтсассӑнах Паганель пуҫне ҫӗклерӗ. Унтан, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, хӑй патне каютӑна документсем илме анчӗ. — Тытса килӗр ӑна! — янӑраса кайрӗ судьян сасси. Унӑн ҫамки тарласа кайрӗ, вӑл Павел патне вӑраххӑн утса пырса, аллине унӑн хулпуҫҫи ҫине хучӗ. Алли кӑрт та кӑрт сиккелерӗ. — Пулӑшу пар мана! Ҫерҫисем яланах, хӗлле те, кивӗ тимӗрҫ лаҫҫи ҫивиттин айӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсем чарӑнмасӑр чӗвӗлтетни вара мӑлатукпа сунтал хыттӑн янранине илемлетсе тӑрать. Ҫӳлти шухӑш — уҫӑмлӑ, туйӑмсӑр тата хире-хирӗҫле мар. Марийка! Марийка! Хӗрача, эй! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Тӗрӗссипе, вӑл самолётсем мӗнле вӗҫнине пӑхмарӗ. Вӑл аэродром сывлӑшӗпе сывларӗ, унти ӗҫсене курса тӑчӗ, моторсем таттисӗр кӗрленине, ракетницӑсем янравсӑр шаплатнисене итлерӗ, бензинпа ҫу шӑршине шӑршларӗ. Ирхине сакӑр сехет тӗлӗнче Дик тин кӑна рей ҫине хӑпарса тӑнӑччӗ. Нихӑҫан ҫука, вӑл тӑтӑшах калаҫрӗ, хаваслӑччӗ тата хӑй питех те пӑлханчӑклӑн курӑнчӗ, куна вара нумайӑшӗ ҫийӗнчех асӑрхарӗҫ. — Тракт ҫине тухиччен пирӗн тата мӗн чухлӗ каймалла? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Нумай йышлӑ халӑх шӑв-шавӗ, еврей-факторсем кӑшкӑрашни, лавсем хӑлтӑртатни темӗнле улӑпла хум евӗр куҫакан ҫак шӑв-шав, ытти шавсемпе хутӑшса кӗрлесе тӑраканскер, хыҫа юлчӗ. Итле-ха, Максим Максимыч!.. — терӗ Печорин, вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленсе, — эсир ырӑ ҫын вӗт, — енчен эсир ҫав тискерӗн аллине парсан, ӑна вӑл пусса пӑрахать-ҫке е сутса ярӗ. — Вӑл экспедици хӑҫан тухса кайнине тата вӑл Эквадор урлӑ хӑҫан иртнине кӑна пӗлесшӗн. — «Эсӗ Калинычӑн утарӗнче тасалӑха кайса кур-ха», — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ. Эпӗ салтӑнтӑм та урайне сарнӑ вырӑн ҫине выртрӑм, Дмитрий ҫаплах кӗлтума чарӑнмарӗ-ха. Мур патне мулсене! Вӑл, аллисене тӑсса поднос ҫӗкленӗскер, тетӗш сӑмахне илтсенех, шак хытса кайнӑ, унтан тӑванӗ мӗнле айӑпшӑн тӳссе ирттернине итлесе пӗтерсен; вӑраххӑн айӑккалла пӑрӑннӑ. Ҫав каҫ эпӗ ҫывӑрма пултарас ҫукчӗ, хӑть те ӑҫта ҫӗр каҫсан та маншӑн пурпӗрех мар-и — прерире и е хамӑн хакалере-и? Каҫхине эпӗ унпа нумайччен калаҫрӑм; вӑл ҫав мӗскӗн хӗр ҫине урӑх куҫпа пӑхма пуҫлани кӳрентерчӗ мана; ҫуршар кун сунарта ҫухалса ҫӳрет, килсен те Бэла ҫине сиввӗн пӑхакан пулчӗ; хутран-ситрен кӑна ӑна ачашлакалатчӗ; Бесхлебнов хӑйӗн ҫитмӗл ҫичӗ пӑтне халӑх кӗлетне леҫме турттарса кайнӑ хыҫҫӑн, Ванюшкӑпа Нагульнов, кил хуҫисемпе сывпуллашса, тепӗр киле тухса утрӗҫ! Ывӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем «руха» текен тиртен тунӑ палаткӑра хӳтлӗх тупрӗҫ, ӑна куҫса ҫӳрекенсем пӑрахса хӑварнӑ-мӗн. Лашасем кӳлӗ хӗрринчи типӗ курӑксене ытахальтен анчах чӑмлаҫҫӗ. — Анчах, мӗнле пулсан та, эпӗ ӑна опиум партармастӑп. Вара ҫавӑнтах пач урӑх сасӑпа: — Калама маннӑ, — терӗ ыррӑн та ахаллӗн. Лаша чӑнласах та калама ҫук аван: сарлака та вӑрӑм тур хусах, йӑлтӑркка ҫӑмлӑ, парка хӳреллӗ тата ҫинҫе те ӑратлӑ ҫилхеллӗскер. Пурте ҫителӗклӗ, пурте йӑлкӑшса та ҫиҫсе ҫеҫ тӑрать… Кӑштах вӑхӑт иртсен, ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул тӗлнелле, хам ӗнесем пӑруласа пачӗҫ тата икӗ вӑкӑр ҫитӗнсе ҫитрӗ. Ҫапла, ара, этемлӗхе юратаслӑх, тетӗп эпӗ, ҫынсен чӗрисенчен ӗнсе-ҫунса та тӗтӗмленсе-йӑсӑрланса тухса кайнӑ. Тепӗр кунне Петр ирех вӑранчӗ. Эпӗ вӗсем ҫине пӑхма хӑпарса тӑнӑ тӳпем мӗн-ха апла? Вӗсем йӗпе, ҫӑра курӑк ҫинче хӑрлата-хӑрлата, тӳпелешме тытӑнчӗҫ. — Виҫӗ витре! «Илсе кай мана ӑҫта та пулин, вӑрӑ-хурах! Эсир Римра таса причеҫ сыпсан, чӗри хурлӑхпа тулнӑ тата турӑ тивӗҫлипе йывӑр асап кӑтартакан ҫыншӑн кӗлтӑвар. «Калиныч — ырӑ ҫын, — терӗ мана Полутыкин господин: — ӗҫчен те усӑ пама тӑрӑшакан ҫын; хуҫалӑхӗ унӑн типтерлӗ, анчах вӑл ӑна тытса усрама пултараймасть: эпӗ ӑна час-часах хуҫалӑхри ӗҫрен уйӑратӑп. — Г-н Кирсанов пирӗн патран каять-им вара? — Эпӗ сан умӑнта айӑплӑ, санран каҫару ыйтма та хатӗр; анчах Дуньӑна эпӗ пӑрахма пултаратӑп тесе ан шухӑшла, тупа тусах ӗнентеретӗп: вӑл телейлӗ пулӗ, мӗн тума кирлӗ вӑл сана? Юлашки шанчӑкне ҫухатнӑ мӗскӗн карчӑк салхуллӑн сӗнксе пӳртелле кӗрсе кайрӗ. Сана сӑмах пыра ларчӗ пулсан, пар-ха эпӗ курпунунтан кӑштах таккаса илем, вара тӳрех калаҫма пуҫлӑн! — Чӑнах та, сире шинель ытларах килӗшет… — Ҫак чулланнӑ йывӑҫсене «Surtanbrandur» теҫҫӗ. Юланутсем кунта чылай тӑнӑ, — пӗрер сигара туртса яма ӗлкӗрнӗ. Хӗрес хывма питӗ йывӑр, тет, алӑсем, чул пек хытса кайса, ҫӗкленмеҫҫӗ те, тет… — Чарӑн! — мӗкӗрсе ячӗ вӑл, унтан йӗри-тавралла тарӑхса ҫитнӗ арӑслан пек пӑхса илчӗ. Ку, акӑ, хӑтӑлчӗ. Хӗрӗ те — ах, епле ӑслӑскер! Ан, макӑр, ачам… Атте ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнать Эпӗ алӑка хупрӑм. Генерал, ун ҫине пӑхса илсе, ҫӑварӗнчен тӗтӗм кӑларса ячӗ. Патагонец валли Гленарван тепӗр лаша илесшӗнччӗ, анчах Талькав аллипе сулнине курсан, ӑна лаша кирлӗ марри ҫинчен ӑнланса илчӗ. Ҫырма хӗрринче пурӑнакан Наум тимӗрҫӗ килӗнче ҫеҫ кашкӑрсем унӑн ҫамрӑк арӑмӗ Сарра ҫине ыткӑннӑ чух, хӑйсене тивӗҫлӗн хирӗҫ тӑнине тӗл пулчӗҫ. — Сан ӗҫ ҫук… Хӑшне-пӗрне кучченеҫ туянтаратӑп… теприсем тӑна кӗрсе юлӗҫ! Ҫакӑн пек сӑмахсемпе кӗтсе илчӗ ватӑ Бульба хӑйӗн Киеври бурсӑра вӗренекен, халӗ килне ашшӗ патне таврӑннӑ икӗ ывӑлне. — Мӗншӗн? Эпӗ ун чухне пӗчӗк хӗрача кӑна пулнӑ. Вара ҫулҫӳревҫӗсем «Виктори» гостиницине кайрӗҫ. Пирвайхи хул айне тулли пысӑк портфель хӗстернӗ, тепри хул пуҫҫийӗ ҫине чӗн ҫӳҫеллӗ чӑпӑркка ҫакса янӑ. Ытти енчен те халӗ вӑл пачах улшӑннӑ, лӑпланнӑ, унӑн ҫивӗч чӗлхи сайра хутра кӑна, тахҫан хӑйӗн хӗҫӗ каснӑ пек, ҫивӗччӗн кастарнӑ. Минутсене майӗпе ӳстерсе пырса, вӑл урисене тренировка тумалли тата пӗтӗм кӗлеткипе гимнастика тумалли вӑхӑта ирхине те, каҫхине те икшер сехете ҫитерчӗ. Ҫапах та, ҫумӑрсем те кунта ытларах кӗрен тӗслӗ, хӗвеле пула кишӗр евӗрлӗ пулаҫҫӗ, ҫумӑр пӗлӗчӗсем те нумайлӑха тытӑнса тӑмаҫҫӗ тӳпере. Тӑмран кӗлеткесем йӑваласа тӑваканскер эпӗ, часах сирӗн пуҫ кӗлеткине йӑваласа тума сиртен ирӗк илессе шанатӑп. Анчах эсӗ… «Мӗнле кунта тухса килме пултарнӑ-ха эпӗ, — ҫавна аса илсе шухӑшларӑм эпӗ. «Купӑста! ҫарӑк! кишӗр!» тесе кӑшкӑрнипе халран каятӑп. Индеецсем лапра аллисемпе ӑна та шыраса тупнӑ пулсан, — турӑ ан пӑрахах, — вара эпӗ ухмаха та ерме пултарӑп! — Мӗншӗн тесен кун пирки эпӗ сирӗн упӑшкӑртан нимле кӑтарту та илмен, шхунӑпа ишесси ятарласа ҫын лартса ҫӳрекен пакетбот ҫинчи пек ҫӑмӑл та кӑмӑллӑ пулмӗ. Вара хӑйӗн юлашки сӑмахӗсем ыттисенчен ярах палӑрса ан тӑччӑр тесе, хушса хучӗ: — Тӗлӗнмелле ырӑ секретарь пирӗн, кун пекки сайра пулать! Эпӗ ҫӗре лартӑм, пичче пысӑк утӑмсемпе каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет. Шикленме чӑннипех сӑлтавӗ пулнине те часах курӑпӑр акӑ. Ӑнлантӑн-и? Ҫак тертлӗ шӑплӑха сасӑпа, сӑмахпа сирсе ямаллине ӑнланчӗ Шубин:— Каллех эпир виҫӗ юлташ пуҫтарӑнтӑмӑр, — терӗ вал, — юлашки хут! Ҫапла вара — сӗм тӗттӗмлӗхре вӗҫетӗп. Малта ҫӑлтӑр ҫунать. Ҫапла ҫав пӑхатӑп-пӑхатӑп та эпӗ, темшӗн-ҫке, ҫавӑн пек партийнӑй ҫынсем часрах пӗтеҫҫӗ вӑрҫӑра. Лайӑхрах карӑнтарӑр!… Намӑс пирки вара, каҫарсамӑр мана! — Хальхи ҫамрӑксем питӗ чееленчӗҫ, — терӗ те Базаров, хӑй те кулса ячӗ. Мӗн кӗтет-ши ӑна? Эпӗ ҫак вӑрмана, ҫак юханшыва, ҫак пичкесене юрататӑп, — вӗсенчен эпӗ ниҫта та пӑрахса каймастӑп. Пылӑн темиҫе фунчӗ пӗр кайӑкран хаклӑрах тесе, Дик Сэнд пӑшалне усрӗ. Бенедикт пиччепе иккӗшӗ пӗрре ҫӳле ҫӗкленсе, тепре аяла анса хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ пек вӗҫекен кайӑк хыҫҫӑн утрӗҫ. — Вӑл тӗрӗс тӑвать те, — терӗ Аркадий, — анчах атте вара… Вӑл Саньӑна хӑйӗнчен лайӑхрах ӳкерме тӑрӑшман. Ха-ха-ха! Ҫак вӑхӑтра Хӗвел пайӑркисем вӑйлӑ сывлӑш витӗр тухаҫҫӗ те хӑйсен йӑлкӑшакан ҫутине ҫухатаҫҫӗ. Мана вӑхӑт каҫарӗ. — Нагульнов сулахай чавсине хуҫлатса тытрӗ те, кивелнипе хура тӗсне ҫухатса ҫуталса кайнӑ наганӗн кӗпҫине алли ҫине хучӗ. Паша япӑх ӗҫ тӑвас ҫук, хӑйне те ыттисене те асаплантарас ҫук! Симурден: «Ку санӑн ӗҫӳ мар», тесе кирек мӗн чухлӗ каласан та, вӑл ҫак ӗҫ ҫине алӑ сулма пултарайман. Гленарваншӑн ӗмӗр пек туйӑннӑ пӗр ҫекунд иртсен, ҫав пысӑк кайӑк сывлӑша тепӗр хут вӗҫсе хӑпарчӗ, хальхинче вара ерипенрех вӗҫме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен вӑл йывӑр япала йӑтса пырать. Лар, сас кӑларса ху кунтине ан пӗлтер. Эсир ӗлӗк-авалхи Бретань йӑхӗнчен тухнӑ; пирӗн иксӗмӗрӗн пӗр мӑн асатте — Говэн де-Гуар пулнӑ. Ку вӑл модӑран тухнӑ ӗнтӗ, — тенӗ. — Тӑхта-ха, эпӗ сана кунтан часах мӑкӑрлантарса кӑларӑп… — чашкӑрать старик, сӑмса витӗр мӑкӑртатса. Вӗсем ӗненнӗ тӑрӑх, вилнӗ ҫынсем вунпӗр пин уйӑхран пурте чӗрӗлсе тӑмалла; ҫӗр (вӗсем ӑна лаптак тесе шутлаҫҫӗ) ҫак вӑхӑталла тепӗр майлӑ, пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ҫитме ӗлкӗрет те, вилнӗ ҫынсем вара чӗрӗлнӗ чухне пурте тӳрех ура ҫине тӑмалла пулать. Эпӗ сире пурне те ҫавӑн пек ӑнланатӑп. Полковникӗн юратнӑ тӑванне тата унӑн чи лайӑх шпикне амантса, ҫав «Испанин чее те усал эсрелӗ» халӗ пӗтӗм хулара пуҫ пулнӑ тейӗн, допрос тӑвакан мӗнпур офицерсене хӑратса, вӑл пӗтӗм тӗрмене ӑсран тухнӑ ҫынсен ҫурчӗ туса хунӑ. Пуҫламӑшӗ лайӑх пулчӗ. — Шыв, йӑвана кӗрсе, сывлӑша хӗстерсе лартать те, ҫак сывлӑш пусӑмӗ ӑна ҫӳлелле хӑпарма памасть. — Пирӗнтенех илеҫҫӗ, халӑхран, — пурне те пирӗнтен илнӗ! Магелланӑн чаплӑ экспедицийӗ хӑйӗн ӗҫне ҫапла туса пӗтернӗ. — Мӗнле ыйтмалла мар-ха? Пӗлместӗп. — Турӑран хӑра; мӗнле эсӗ? Тӗлӗнсех кайрӑм: кам ҫырма пултарнӑ куна? — Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Юрӑ та чӗтренсе илчӗ, унтая хӑвӑртрах, хытӑрах юхма тытӑнчӗ. Дик Сэнд пӑшӑлтатса ҫул кӑтартса пырать. Геркулес кӗсмене ҫавӑрнӑ чухне хусканнисӗр пуҫне пӗр хускану та ҫук. Хӑш-пӗр чухне, Динго уҫӑмсӑррӑн хӑрлатни илтӗнет, анчах Джек пӗчӗк аллисемпе ун пысӑк ҫӑварне пӑчӑртаса тытнӑ. Тул енче шыв шӑппӑн шӗмпӗлтетсе сӑвайсем ҫумне ҫапӑнать, ҫӳлте, кӗпер ҫинче, ҫынсем тискеррӗн ҫухӑраҫҫӗ. Вӑл хӑй Бальзакӑн вӑтӑр ҫулхи вӗҫкӗн хӗрарӑмӗ, бал хыҫҫӑн ывӑнса ҫитсе, хӑйӗн ҫемҫе пуканӗ ҫинче ларнӑ пекех ларать. Эпӗ сана тӑвана пӑхнӑ пек пӑхса усрарӑм, уншӑн мана ав епле тӑватӑн иккен! Вӑл сылтӑмалла тӗкӗнчӗ, сулахаялла тӗкӗнчӗ — усси нимӗн чухлӗ те пулмарӗ: халӑх хӳми урлӑ ҫаплах иртме ҫук. Анчах Горева сӑнарӗ пӗрре курӑнсан куҫ умӗнчен кайма пӗлмест, ҫавӑнпа та хӑй тӗрӗс тесе шутлакан мӗнпур шухӑшӗсене путарса хума пултаракан ӑнсӑртран килсе тухнӑ тунсӑха сирсе ярас тесе, вӑл пӗтӗм чун-хавалӗпе урӑх япаласем ҫинчен шухӑшлама тӑрӑшать. Матвей Юргин аманнӑ салтака хунарӗпе ҫутатса пӑхрӗ. Рабочисене вӑл туссем тесе чӗннӗ. Анчах ҫӑткӑн ихи шӗвӗр ҫунаттисене тӑрна тӗлӗнче сарса хунӑ ӗнтӗ, эрешмен карти хатӗр, хӑрушӑ ча куҫӗсем сенкер чӑтлӑх витӗр тӗлкӗшеҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пӗтӗмпех майланнӑ… Йӑлтах юнланса пӗтнӗ Гран-Франкер (пуля унӑн пуҫ шӑммине тивсе ҫӳҫӗпе пӗрлех тирне сӳсе илнӗ) хӗрес тытнӑ сылтӑм аллине ҫӗклерӗ. Маркиз, турра ӗненменскер, хӑрах чӗркуҫҫипе чӗркуҫленчӗ. Вара ман пата хресченсем пычӗҫ те прошени ҫырса пама ыйтрӗҫ! Тен, ҫакна та мӗн тума пулӗ… Вӑл тасалӑха ҫав тери, тарӑхтармаллах юратнӑ: пукан ҫине ларнӑ чух вӑл ӑна сӑмса тутрипе шӑлса илнӗ, унран яланах духи шӑрши калама ҫук вӑйлӑ кӗнӗ, ҫавна пула сунаслас килнӗ; вӑл килте пуринчен те ним тытӑнса тӑмасӑрах, кӳрентермелле йӗрӗннӗ пирки Артамоновӑн хӗрне хӑйне тарӑхтаракан япаласемшӗн пуриншӗн те тавӑрасси килнӗ; вӑл ун умӗнче килте те, тепӗр чух кил хушшинче те пӗр аялти кӗпе-йӗмпех, йӳле янӑ халатпа, ҫара уран тӑхӑнса янӑ калушпа ҫӳренӗ, апат ҫинӗ чух тутисемпе чаплаттарнӑ та пушкӑрт ҫынни пек какӑрнӑ. Сана хӑвна вуласа тухма интереслӗ мар-им вара? — тӗпченӗ Ежов, Гордеев ҫине тӳреммӗн сӑнаса пӑхса. — Ҫапла… Эпир вӑрӑ-хурахра ҫӳреме тытӑнсан, вӗсем лӑпах пире кирлӗ пулаҫҫӗ. П-полици тӗлӗшӗнчен мӗн тумалла вара? — Эпӗ, тӑванӑм, пурне те куратӑп. — Ҫавӑнпа — ҫитӗнейменскер, тетӗп те. — Кам тума пултарнӑ ку ӗҫе? Василий Иванович сиксе тӑчӗ те чӳрече патне ыткӑнса пычӗ. — Эсӗ юриех ыран унпа пӗрле килӗрен киле ҫӳресе пӑх-ха, вӑл мӗнле майсемпе ӗҫне майлаштарнине тимлерех сӑна, — терӗ малалла Давыдов, — кун пек тунинче, туршӑн та, сана кӳренмелли нимӗн те ҫук. «Ӗнтӗ, улпутӑм, ыйткаласа ҫӳретӗп, кам та пулсан ҫӑкӑрлӑх та пулин памӗ-ши, тетӗп». Пӑрахут ҫывхарсах килет. Каҫ пуличченех хӑваларӑмӑр ӑна, аран тытса хулана илсе килтӗмӗр, кайран эпӗ сулӑ патне кайрӑм. Ҫӗрӗн хӑй ҫумнелле туртакан вӑйӗ Ҫӗр ӑшнелле аннӑҫемӗн сахалланса пынине те пӗлетӗн. — Хӗрӗх ҫулта ӗнтӗ, анчах эпӗ халь тин хут вӗренме тытӑнтӑм… Ҫак кӗрлев илтӗнсе тӑнӑ хушӑрах, ӑна ӗнерсе илнӗн, бухтӑри хумсен уҫӑмсӑр та харкашуллӑ шавӗ илтӗнсе тӑрать. Йӗрке мар кӳнӗ эсир — этеме сӑнчӑрланӑ… Стенасем тӑрӑх, пульницӑри пек, пӗчӗк шкаппа пӳлнӗ икӗ кравать ларать. — Кӑмӑлӑм ҫук! — терӗ Федя уҫӑмлӑн, ура ҫине сиксе тӑрса. Анчах сасартӑк пӗр паллӑ ӗҫ вӗсен хушшинчи ҫыхӑнӑва кӑштах улӑштарса хуман. — Тӑхта! Пӗр самантрах ик хуралҫӑ Зли-долӑ еннелле вӗҫтерчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ тӑшман курӑнни ҫинчен ҫар канашне пӗлтерме васкарӗҫ. Типӗтнӗ эрешмен купи турттарса килетпӗр-и? — Атьа кайрӑмӑр, калаҫӑпӑр, — терӗм эпӗ Ромашова. Ҫавӑн пек пӗрешкел ӑнланассине ҫӑмӑллатмашкӑн пӗр ушкӑнти е ҫемьери ҫынсем хушшинче хӑйне уйрӑм чӗлхе, хӑйсене евӗрлӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тата ӑнланусем ытти ҫынсене пачах курӑнман уйрӑмлӑхӗсене палӑртакан хӑйне йышши сӑмахсем те ҫуралаҫҫӗ. Апла пулсан, ӗҫлес пулать, нӑйкӑшса ҫӳремелле мар (тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ), ӗҫлес пулать, мӗн кирли пурте административлӑ распоряженисен йӗркипе хатӗр пулса тӑрасса кӗтсе лармалла мар. Манран ӗнтӗ ӑҫтан та мӗнле майпа, кам иккенне ҫӗр те пӗр хут ыйтнӑ. Ҫак кун вӑл кунӗпех тӗлӗкри пек ҫӳрерӗ. Фома ҫумӗнче Смолин тӑнӑ, вӑл хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ: — Чарӑн, тусӑм! Ҫул ҫине тухасса шанса, вӑл раща хӗррипе кайнӑ. — Пит интереслӗ йӗкӗт, — терӗ плантатор, часах хура тусан ӑшӗнче ҫухалнӑ юланут хыҫҫӑн пӑхса. Ӑна итлесе тӑнӑ май эпӗ, темле, хамӑн йӗмӗм ҫинчи саплӑксем пуррине туйма пуҫларӑм. Пӗри, хӑюллӑраххи, юрлама тытӑнса пӑхрӗ те, анчах ҫавӑнтах чарӑнса ҫӗре пӗшкӗнсе ларчӗ, ыттисем хыҫне кӗрсе пытанчӗ… Ытла хытӑ ан шакка, атту ал тупанне татса пӑрахӑн. Енчен ҫын хӑйне мӗн кирлине пӗтӗмпех пуҫҫапса илме пултарать пулсан, мӗншӗн-ха Уинн тиечук сысна какайӗ сутнӑ чух тӳснӗ тӑкака пуҫҫапса каялла тавӑраймасть? Хӗрарӑмсем ӑна кӑмӑлланӑ, хӑй те вӑл вӗсенчен пӑрӑнсах ҫӳремен. — Маншӑн ан хӑрӑр. Аллине вӑл кавир тасатмалли щетка тытнӑ. Пӑрӑнчӗ. Хирӗҫлесе каланӑ сӑмахсем ун ҫумне перӗнеҫҫӗ те, асамлӑ вӑй тытса тӑракан ҫынна пырса тивеймен пекех, калле ыткӑнса каяҫҫӗ, ҫавӑнпа та Широкогоровӑн юлашкинчен унӑн виноградниксене реконструкцилемелли планӗпе паллашмалла пулчӗ. Хӗрарӑмӗ те халлӗхе кӑна ырӑ пек, япӑх мар пек туйӑнать, вӑл малашне епле пулассине кам пӗлтӗр. Ҫынсенче вӑрҫӑри ҫӗнтерӳсен хӗрӳлӗхӗ сӳнмен-ха. Тӗрӗслӗх шыраҫҫӗ, тӗрӗс ҫын тупасшӑн. Эпир ҫирӗм улттӑн юратакан япала пирӗншӗн кашниншӗнех хӑватлӑ, таса пирӗшти пек пулмаллаччӗ; кам вӑл тӗлӗшпе пире хирӗҫ пырать — вӑл пирӗн тӑшман пекчӗ. Лантенак ӑҫта? Офицерсем, пӗр-пӗринчен пӑрӑнсарах та ура айӗнче ҫӑтлатса шӑвакан йӑвӑ симӗс хунава таптаса, юнашар кайрӗҫ. — Инкек курман-ха апла эсир, тепӗр чух ҫынна та амантать вӑл. Калаҫнӑ май вӑл шӑнса кайнӑ аллисене хыттӑн сӑтӑркаларӗ те, сӗтел патне пырса, унӑн ещӗкӗсене васкасах кӑларма, унти хутсене суйлама тытӑнчӗ, — пӗр хучӗсене вӑл ҫурчӗ, теприсене аяккалла илсе хучӗ, хӑй ҫав вӑхӑтра сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ, пӑшӑрхануллӑ пулчӗ. Кам та пулин ку табора малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиччен чупса тухма шут тытас пулсан, ӑна питех те нумай чупма лекнӗ пулӗччӗ. Ма-ха капла? Унтан нимӗн те хӑрамалли ҫук, вӑл нимӗн те мар. Кӗллине вӑл сӑмахсӑр, Павел пирки паллашнӑ ҫынсем ҫинчен ҫеҫ пӗртен-пӗр пысӑк шухӑш шухӑшласа кӗлтурӗ. — Ан пӑшӑрхан тенӗ сана. Ывӑл ача ҫуралсан — лайӑх парне парӑп сана, — терӗ. — Мана халех киле таврӑнтарасшӑн пулӗ-и? — Ҫапла, ав ҫавна эпӗ халь ҫеҫ ҫӑлтӑр тесеттӗм, а вӑл, аялалла чуласа анчӗ те, ҫурӑлчӗ ав, а ҫавӑ, пысӑкки, мӗн ятлӑ ҫӑлтӑрччӗ-ха вӑл? — бомба пекех. — Кӑтартӑп сана апат! Майор хӑй пӑртак ухмаха ернӗ пулӗ. Эпӗ кунта арҫын ачасене пӑхса ӳстернипе хӗрачасене пӑхса ӳстерни хушшинче нимле уйрӑмлӑх пуррине те асӑрхаймарӑм. Амӑшӗ унӑн хаяртарах питӗнчен пӑхса илчӗ. Мӗнле арҫынла ӑшшӑн та ачашшӑн тасатрӗ Давыдов хӑйӗн пысӑк ал лапписемпе Нестеренко ҫурӑмне ҫыпӑҫнӑ пылчӑк кумккисемпе пӗлтӗрхи хӑрнӑ курӑкӑн тунисене! Тавах сире, савнӑ Ромочка. Фома ҫакна туйнӑ: вӑл ӗнтӗ ун патне кайсассӑн та, ӑна ӗлӗкхи тӗспе курас ҫук, иртнӗ калаҫу хыҫҫӑн унра мӗн те пулин улшӑннах ӗнтӗ, йышӑнасса та вӑл ӑна ӗлӗкхи пек йышӑнас ҫук, куласса та, темӗнле, шухӑша яракан, ӗмӗт-шанчӑк паракан куллипе кулас ҫук. Кӑна мӗнле каламалла? Унтан вӑл пӳлӗмрен тухса каялла кӗчӗ те, скатерте каллех сӗтел ҫине сарса, унӑн хӗррисене турткаласа тикӗслерӗ. — Ну, мӗн вара? Берсенев ун патне пычӗ. Хамӑр ҫулҫӳрени ҫинчен мӗн чухлӗ каласа панӑ пулӑттӑм-ши эпӗ! Радиопа Мускавран концерт параҫҫӗ. Халӗ вӑхӑт ирттерсе тӑма юрать-и вара! Пӗр миля хушши, тен ытларах та пулӗ, караван ӗнтӗ тупӑннӑ йӗрсемпе пырать. Ами, капӑр урисемпе вӗттӗн-вӗттӗн пусса, ҫурхи шыв кӳлленчӗкӗ тавра чупать, чупнӑ ҫӗртех темскер сӑха-сӑха илет, аҫи ун хыҫҫӑн чупать, унтан кӑштах чарӑнса тӑрса, пӑрт-парт ҫаврӑна-ҫаврӑна илет, сӑмсине, усӑнчӑк пӗсехине ҫӗре тивертес пекех пуҫне тайса, ҫине тӑрсах кӑлтӑртатать, вара, хӳрине сарса пӑрахса, хӗллехи пекех сивӗ ҫӗр ҫине ӳке-ӳке йӑпшӑнса, каллех хӑвалама пуҫлать. Пурне те хускатнӑ. Мана вӑратрӗҫ. Эпӗ ун камерине пӑхса тухрӑм; куратӑп: решеткине касса татнӑ, чӳречерен кӗпе татӑкӗсенчен явса тунӑ кантра ҫакӑнса тӑрать. Ҫакна йышӑнатӑн-и эсӗ, Нагульнов юлташ? — Хир сысни тӗл пулаймарӑм, мулкача вӗлермелле пулчӗ; хам тӗле хир сысни ҫакланнӑ пулсан, ӑна та пӑвса пӑрахнӑ пулӑттӑм. Чылайччен кӗрешнӗ. — Манӑн хушусене Мельбурнра кӗтсе тӑрать. — Мӗн тумалла? — ыйтрӗ Геркулес, ҫавӑнтах ҫаннисене тавӑрма тытӑнса. Сахалрах ӗҫлесе ытларах киленсе пурӑнасси — питӗ илӗртет, ку вӑл пурӑнӑҫра пулас ҫук ытти пур япала пекех, пур йышши утопи пекех хӑй патнелле туртать. Хуҫан Тихона хыттӑн вӑрҫса тӑкас килчӗ, вара, хӑйӗн ҫак шухӑшне вӑйпах сирсе, вӑл ҫилӗпе ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн, яланхи пекех, ӗҫ ҫинчен ухмахла пакӑлтататӑн? — Епле лайӑх ача! — терӗ малалла Базаров. Тӑван аттемӗрсем; илсе кайӑр мана Иван Кузмич патне, — тесе кӑшкӑрать мӗскӗн карчӑк. Чӗртмелли парсамӑрччӗ, паныч. — Апла-тӑк, ыран мулкача каймастпӑр, э? Мӗшле шутлатӑн эсӗ, Ярмола? — Ҫук… пулаймӗ… илтетӗр, епле ҫавӑрттарать. Мулкач халь выртнӑ — мӑшт та тумасть… Марья Николаевна, шӳт тунӑ пек, пӗрмаях кулкаласа ларчӗ: — анчах кунтан Санина ҫӑмӑл пулмарӗ: «допрос» вӑхӑтӗнче хӑй «уйӑру» тата «сухаласа хӑварни» сӑмахсене ӑнланманни палӑрсан вара Санинӑн тар тапса тухрӗ… — Вӑтанмасӑрах суятӑн, — ӑна чарса калать Упа ҫури, хӑйӗн сӑмси ҫинчи пӗчӗк пӳрлешкесене тӗллесе пӑхкаласа. Ку сӑмах вӑл малтанах шутласа хунӑ чаплӑ та тӗлӗнмелле сӑмах… Хӗрлӗрех шӑрт пек мӑйӑхлӑ сӑн-пичӗ унӑн, ҫамрӑк та сывлӑхлӑ иккенне кӑтартаканскер, питӗ кӑмӑллӑ. Пысӑках мар савӑнӑҫлӑ куҫӗсем, инҫете тинкерсе пӑхнӑ чухнехи пек, яланах хӗсӗнчӗк. 1-мӗш утлӑ ҫар хыҫӗнчен Корницкий генералӑн утлӑ дивизийӗ йӗрлесе пырать. Ӑна 1-мӗш утлӑ ҫара хыҫалтан ҫапса амантма хушнӑ пулнӑ, поляксен командованийӗ 1-мӗш утлӑ ҫар поляксен тылӗн стратеги тӗлӗшӗнчен чи паха пунктне — Казатин патне — пырасса кӗтнӗ. — Халь эпир ҫитсе вырнаҫнӑ ферма, сирӗнни пек каласан, мӗнле пулать? Ку вӑл — сирӗн булочнӑй йышши… Энска каятӑп Ромашкӑна вӗлермелле! О, ан пӑхсам ман ҫине ҫакнашкалах! Тӑваттӑмӗш ҫырӑва ҫырса пӗтернӗ хыҫҫӑн, палата алӑкӗ хуллен уҫӑлчӗ те, Корчагин кровачӗ патне шурӑ халатпа шурӑ калпак тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм пырса тӑчӗ. Стайка хаваслӑн кулса илчӗ. Вӑл ватӑ салтак, уксахлать, пичӗ ҫинче сирӗнни пекех суран ҫӗвви, Испани ҫынни; ытти испанецсем тӗл пулсан, эсир вӗсемпе калаҫма пултарӑр. Акӑ сана — ӑс, кай та пурӑн! Эпӗ тата тепӗр хут ҫывӑрса кайрӑм, е, тӗрӗсрех каласан, пӗтӗмпех халтан ӳкнипе тӑна ҫухатрӑм. Сирӗн шанӑҫ тамӑк ҫине ӳкнӗ тумламран та мала мар. — Арӑм. Профессор кӗрсен, пурте хусканса илчӗҫ те шӑпланчӗҫ, эпӗ профессор ҫине те сатирик пек пӑхнине астӑватӑп, профессор лекцие, ман шухӑшпа, ниме тӑман умсӑмахпа пуҫлани шалтах тӗлӗнтерчӗ. — Мана Фелим тусӑм кӗтет, урӑх никам та мар. Эпӗ ҫавна сантан пытармастӑп, пытарман та. — Паллах, ӗненместӗп! Халӗ Пиза хулинче темӗнле священник пирки хытӑ шавлаҫҫӗ, ӑна сирӗн юлташӑрсем тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ. Эпир фортепьяно та каларӑмӑр, юрларӑмӑр та, ташларӑмӑр та, чикан тапӑрне те кӑтартрӑмӑр. Вара пуҫӗ унӑн ҫӳлелле ҫӗклеттерсе хунӑ хулпуҫҫисем ӑшнелле йӑвашшӑн йӑпшӑнса тӗршӗнчӗ. Ҫӳле улӑхсан, Климка уҫӑ кӑмака ҫӑварӗ умӗнче Павка чӗркуҫленсе ларнине курчӗ. Вӗсем кайрӗҫ. — Ҫапах та эпӗ, — тесе хучӗ Джон Мангльс, — суя вӑйсене ӗненни те кунта пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать пуль тесе шутлатӑп. — Кала-ха, тархасшӑн, — тесе сӑмах пуҫласа ятӑм эпӗ: — манӑн кучер санран эсӗ мӗншӗн Мартына сыватмарӑн, тесе ыйтнӑ пек туйӑнчӗ мана. Мускавран леререхре нихҫан та вӑрҫӑ пулман пулас. — Вӑл ҫирӗп старик, эпӗ ак хавшарӑм, Давыдовпа Макарушка мана халтан ячӗҫ, ман пурнӑҫа илсе кайрӗҫ… — Ку вара ӗҫ мар! — тенӗ Щуров, куҫхаршисене ҫиллессӗн шӑмарса. Ҫавӑнпа мазурка вӗҫленчӗ. Сӗлӗшӗн пулсан, нимӗн те ан шухӑшла, уншӑн сана ҫилленессӗм ҫук, — терӗ те, ҫав тери сарлака ҫурӑмӗпе ҫуна хыҫне таянса ларса, йӑл кулса ячӗ. Иманус трубине кӑшкӑртнӑ хыҫҫӑн башня ҫинчен анчӗ. — Кил кунта, кил! — терӗ вӑл туппа. — Ну, апла пулсан, эппин, эсир ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ пӗчченех каятӑп, — терӗ вӑл капитана, кӑшт мӑшкӑларах куланҫи пулса, анчах лешӗ ун сӑмахӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Ӑна вӑрӑм та пушӑ, симӗс пустав витнӗ сӗтел ларакан пӳлӗмех илсе пынӑ, вӑл хӑйӗн умӗнче полковникӑн ҫавӑн пекех ҫӳлелле каҫӑртса янӑ сухалне курсан, ун ҫине каллех ҫилленнӗ, ӑна каллех усал сӑмахсем калас килнӗ. Пӗтӗм инкек ҫакӑнпа пулать те. Анчах та икӗ сехет ҫитрӗ ӗнтӗ, эпӗ вара иккӗ вырӑнне каллех виҫҫӗ туса хутӑм. — Хӑвӑр мӗнле пурӑнатӑр, ҫӑмӑл мар? — ыйтрӗ Сталин, куҫ хӗррипе пӑхса илсе, хӑй унсӑрӑнах лайӑх пӗлекен япала ҫинчен Воропаев мӗн калама пултарассине мар, унӑн отвечӗ мӗнле сасӑпа тухассине пӗлесшӗн пулнӑ пек. Вӑл ҫак пулӑмсене юри хускатса ячӗ; тӗллевӗ: хирӗҫ тӑрӑвӑн юлашкисене яланлӑхах ҫапса аркатса пӗтересси… Вӑл пӗр эрне маларах, отставкӑра пурӑнакан бригадир вилсен, ӑна пытарма кайнӑ чухне, шӑп застава патне ҫитсен, вӗсен ҫине чӗреслетсе ҫумӑр йӑтӑнса анни ҫинчен шухӑшланӑ. Валя пире ҫапла каласа кӑтартрӗ: Снегурко коммунистла пропаганда сарса пынине тунмарӗ, анчах тӑван ҫӗршыва сутнӑ тесе айӑпланине йышӑнмарӗ, терӗ. Унӑн юлташӗсем те ҫывӑраҫҫӗ: савӑнӑҫлӑ Симаков, чӗмсӗр Ладыгин, кулӑшла Коля. Тарҫӑ та ҫавнах каларӗ. Эпӗ пӗр пысӑк чул тӗлӗнчен пӗшкӗнсе аялалла пӑхрӑм. Урӑхла ниепле те май килмест! Мӑнаккӑшӗн сассинче темӗн сисӗнчӗ, ҫавӑнпа Том сыхланарах тӑчӗ. Монтанелли? — Ҫапла кирлӗ те. Ку мана пуринчен те ытларах сирӗн майлӑ ҫавӑрчӗ. Бек-Агамалов, — татсах каларӗ ҫивӗч куҫлӑ Лбов. Ҫав йывӑҫ ҫурта пӗтӗмпех — стенисене те, ҫивиттине те, урайне те чутламан хыр пӗренисенчен тунӑ. Персикпе миндаль йывӑҫӗсем, шалтан ҫутатнӑ пек, кӗрен тӗспе ҫутӑлаҫҫӗ. Санӑн аҫу ӑна ҫапса пӑрахсан эпӗ тартӑм. Унӑн юнне юхтарса вилчӗ аҫу. — Мӗншӗн — лав? — салхуллӑн кулса илчӗ Николай, хохол ҫине пӑхса. — Эсир пӗлетӗр вӗт-ха вӗсем иккӗш те вилнине! — кӑшкӑрса ячӗ Дик. — Анчах эсӗ хӑвӑнпа пӗрле укҫа ытларах ил. Хӑш-пӗрисем ҫын шӑммисенчен тунӑ хӗрес ҫакса ҫӳренӗ. Эпӗ халех сире валли пӗр корзинка ҫӗркӑмрӑкӗ илсе килетӗп. Стёпа, кӑтарт-ха. Тепӗр тесен, хамӑн пулас упӑшкана мӗнле сӑнас мар-ха! Ку утрав тинӗсре инҫетре ларать, унта ҫитме манӑн пилӗк сехет ытларах ишмелле пулчӗ. Унӑн сӑнӗ шуралса кайрӗ, куҫне чарса пӑхрӗ, чӗтрекен тути хӗрӳллӗн те хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатма тытӑнчӗ: — Эпӗ сирӗнтен ыйтасшӑн. Эпӗ пӗлетӗп — вӑл килӗшес ҫук! Вут тивертекенни ӗҫе тытӑнма та хатӗрленнӗччӗ. Мӗншӗн калаҫмастӑн-ха эсӗ, чунӑм? Грузовик хыҫҫӑн темӗн тӑршшӗ кӑвак хӳре — ҫӑра тусан тӑсӑлса пынӑ, вӑл нумай километр хушши тытӑнса тӑрса, пӗр ҫилсӗр пӑчӑ сывлӑшра ерипен кӑна сирӗлнӗ. Унӑн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗ тӗттӗме кӗрсе ҫухалать; ҫавӑнпа та юханшыв сарлака та хӑватлӑ пек курӑнать. — Епле аван! Разметновӑн, тӗлӗннипе, куҫ харшисем ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ. — Ырӑ пулсамӑр эсир, вара эпир те ырӑ пулӑпӑр, ҫапла аванрах пулӗ, — хушса хучӗ вӑл. Ҫу каҫа эпӗ шутсӑр нумай пурӑннӑ пек, ватӑлса ӑслӑланса кайнӑ пек, хуҫасем патӗнче ҫав хушӑра кичемлӗн тата ҫӑралансарах кайнӑ пек туйӑнатчӗ мана. Ку Иван Боримечка пулчӗ. Каялла каяс пулать! Фоман юлас та килнӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл темскертен шикленнӗ. — «Манӑн приказа пӑхӑнасах пулать. Эпӗ кунта килтӗм, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн чавсана ҫыртма хатӗр, мӗншӗн тесен мана тарӑхни, кӳренни, кӗвӗҫни кӑшлать… Иван Боримечкӑпа Клисура ҫыннисем малалла кайма ҫӗкленчӗҫ. — Ӑслӑ ҫынсен пӗр ҫӗре купаланса, калӑпӑр, пылхурчӗсем вӗллесенче е сӑпсасем йӑвасенче пурӑннӑ пек пурӑнмалла. Ҫак юррӑн паттӑр кӗвви куҫа курӑнми хум пек хускалчӗ те, ӳсе-ӳсе, пӗтӗм залри халӑха ҫӗклентерсе, урамалла та илтӗне пуҫларӗ, каҫ тӗттӗмӗнче шӑранчӗ. — Тӗрӗс, эп итлемерӗм сана, анчах мана тӑвӑл чарӑннӑ пек е чарӑна пуҫланӑ пек туйӑнчӗ, — тӳрре тухрӗ Уэлдон миссис. Фоман каллех ун патне каяс килнӗ, ҫак кӑмӑл ӑна пӗрӗн-кайӑн ыраттарнӑ, анчах вӑл хӑйӗн кӑмӑлне парӑнасшӑн пулман, манӑҫас тесе, юриех ӗҫе пикеннӗ, хӗрарӑма хирӗҫ тӗрлӗ сӑлтавсем тупса, ун ҫине ҫилленсе пурӑнма тӑрӑшнӑ. Килӗшет-и сана ку? Эп тӗрмесем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗп, ҫӗрсерен мана конакран конака ерте-ерте ҫитереҫҫӗ, вӗсем пур, канӑҫ паман пек калаҫаҫҫӗ! Хальхи ҫаврӑнура мана, ыттисемпе танлаштарсан, стрелочник пулӑшрӗ, тахҫантанпах регулировщикре ӗҫлекен ҫын. — Кайран, — терӗ вара вӑл сасӑпах. Вӑл тепӗр кунхине кӑна пӗтӗмпех тӑна кӗрсе ҫитрӗ. Ӗҫе чипер пуҫланӑ хыҫҫӑн ҫак тупӑша алӑран яни тарӑхмалла пулнӑ пулӗччӗ. — Мюльреди-и? — Ҫапла, Эдуард, — терӗ Элен. Эпӗ илемлӗ пӳлӗмре ларакан тараватлӑ та чипер хӗрарӑм ҫине пӑхрӑм та хамӑн Катьӑна чӑтма ҫук хӗрхенсе илтӗм. — Йытӑпа суту-илӳ тумастӑп, барыня, — терӗ вӑл сиввӗн те мӑнаҫлӑн. Эпӗ Флинтран вӑл чӗрӗ чухне те хӑраман, мур илтӗрех ӑна, виллинчен те хӑрамастӑп. Игнат кун пек чух йывӑррӑн сывласа илнӗ. Пӗр Стрем айлӑмӗ кӑна ҫаплах ҫывӑрать! Эпӗ ун ҫинчен вуласа пӗлтӗм, ку вӑл тӗрӗс япала. Лашине уттарса вар тӗпнелле анчӗ. — Каях! Ҫав самантрах пура ҫивитти ҫинчен уласа тата шӑхӑрса етре иртсе кайрӗ. Вӑл таҫта инҫетре, вӑрманта ӳкрӗ. — Кун пекки вӑл ашак пек ухмах ҫынпа пулать, — терӗ доктор, ӑна хирӗҫлесе. — Ку, таса сывлӑша чир ертекен сывлӑшран, типӗ тӑпрана шурлӑхри наркӑмӑшлӑ тата ирсӗр тӑпраран уйӑрса илме пӗлмен ҫынпа пулать. «Новосёлран» тухнӑ пысӑк ушкӑн хула варринелле пырса ҫитсен, ӑна хирӗҫ «Первомайскинчен» лашасемпе тухнӑ ҫынсем тата Широкогоров совхозӗнчен темиҫе грузовик килни курӑнса кайрӗ. Лури шӳт тума хӑтланать, анчах та шӳт туни аллӑ градуслӑ сивӗре шӑнса хытать, унӑн вара хӑй кирек мӗнле тапхӑрта та, кирек те мӗнле вӑхӑтра та шӳт тума пултарнинчен кулмалли ҫеҫ тӑрса юлать. Кӑна вара ытлашширех мухтаса каланӑ, ухмаха тӳрӗрех те калама май пулнӑ. — Ку вӑл санӑн хуйху-суйху мар. Доктор Ливси, хӳме витӗр манӑн алла чӑмӑртаса, Сильвер еннелле пуҫне сулчӗ те, хӑвӑрт утса вӑрманалла кайрӗ. Кам мана, хӑвӑрӑн саккунлӑ капитанӑра васкатрӗ тата тӗртсе пычӗ. Ҫил кӑшт лӑплансанах, Миките алсисене хывса пиҫиххи хушшине чикнӗ, аллисене вӗркеленӗ те, чӗлпӗр салтма пуҫланӑ. Пӗррехинче вӑл ҫапла каларӗ: — Ҫук, айӑплисем пулмалла, — вӗсем кунтах! Хӗрсене кучченеҫ илсе пар! Ҫырӑвӗнче ҫак сӑмахсем кӑна:«Каҫхине, вунӑ сехетре, малтан тӗл пулнӑ вырӑнтах». Ӗненетӗр-и эсир, вӑл ҫапла ҫӗрлечченех, мӗн ҫӗр каҫичченех хускалмасӑр выртрӗ. — «Килӗшетӗп». Огнянов пӗтет вара! Пурте пекех ҫӳҫне ҫемҫе тӑмпа тата йӑлтӑртатакан хӗрлӗ «нколӑпа» — сандал йывӑҫҫин сухӑрлӑ сӗткенӗпе — сӗрнӗ. Ҫакӑн пек шукӑльсен пуҫӗ аякран черепица витнӗ пек курӑнать. Вӑл хӑй ҫине тул енчен такам пӑхнине асӑрхаса илчӗ. Ӑна вӗсем кӗленче пек ҫирӗп япала тесе шутланӑ. Вӑл шӑхличӗ ҫинчи пӗтӗм шӑтӑкӗсене пӳрнипе хупларӗ те, килӗшӳллӗ те таса янӑравӗпе киленсе, октавӑри икӗ сасса харӑс шӑхӑртса кӑтартрӗ. Хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчи йывӑҫсен сулхӑнӗнче хавхаланнӑ хушӑрах вӗсем кайӑксем ҫине пӑхса хавхаланма та чарӑнмаҫҫӗ. Каларӑм вӗт эпӗ сана? — пӑшӑлтатрӗ мучи, Сергей патне пӗшкӗнсе. Урса кайнӑскерсем, вӗсем ҫамрӑка темиҫе пая туртса ҫурӗччӗҫ, анчах вӗсем ҫапӑҫнӑ ҫӗре караван пуҫлӑхӗсенчен пӗри — ҫиллес питлӗ ҫӳллӗ араб пычӗ. Пирӗн карташӗнче хуть мӗне тытса пӑх, — пур ҫӗрте те унӑн юнӗ пур. Шапошников тата ытларах хаярланса кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — А мӗн кансӗрлет тата мана, ну? Эпӗ ҫирӗм ҫула яхӑн ӗнентӗм, ун умӗнче хӑраса пурӑнтӑм. Ҫак ӗмӗт-шухӑшпа вӑл вара ҫине тӑрсах сӗмленме пуҫларӗ. Усси ҫук мана унта кайнинчен. — Ах, сэр, ҫав усал тухатмӑшсемех аташтараҫҫӗ мана, хуть те вилсе вырт! — Тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ! Унан ватӑ амӑшӗпе аппӑшӗ, самай ҫуллӑ барышня, пулнӑ иккен, вӗсем, ак пирӗн Михинӑнни пек, унпа пӗрле пурӑннӑ… Ҫав самантра вӑл хӑйӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче ҫӗр чавакан пулнӑ ҫыннӑн лӑпкӑ сассине илтрӗ: — Ӗҫ вӑл, нӳхрепри ҫӗрӗк пекех, — хӑйӗн вӑйӗпе ӳсет. Куҫӗ унӑн, тупата турӑшӑн, ытарма ҫук хитре. …Пирӗн Донкӑпа юнашар ав Пею хӗрӗ тӑрать. Пӑшала илсе тухрӑм, халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех хатӗр. Стена тӑршшӗпех — алӑксем. — Пӗлетӗн-и, мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп? — терӗ вӑл юлашкинчен, аллисене пуҫ хыҫне тытса. Эпир кунта ӳкес-тӑвас пулсан, пире никам та тупайман пулӗччӗ, ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине те никам та пӗлес ҫукчӗ. Вӗсенчен пӑрӑнмалла. — Мӗнле? Кивӗ шуҫ лампӑна е тимӗр ункӑна хӑшкамалла та, вара пур енчен те усал сывлӑшсем вӗҫсе килеҫҫӗ, аслати кӗрлет, йӗри-тавра йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫет, тӗтӗм мӑкӑрланать, ҫав усал сывлӑшсене мӗн тума хушатӑн, пӗтӗмпех тӑваҫҫӗ. Эпӗ сире пӑхса мар, эсир юланутпа пит лайӑх ҫӳреме пӗлнине пӑхса ҫеҫ савӑннӑччӗ. Кунта эп сирӗнтен урӑх никама та пӗлместӗп, — терӗ Кралич. — «Ман аттепе анне, — терӗм эпӗ, — мана сакӑр ҫул курман, эпӗ те чӗрӗ вӗсемшӗн, те шӑммӑмсене те тахҫанах нӳрӗ ҫӗре чавса чикнӗ. Марийка унпа юнашар ларчӗ. Неушлӗ урасемсӗр юлса, тӑван Камышин хулинчи ватӑ перевозчик Аркаш тете пек, йывӑҫ пуленккесем ҫинче тӑрса юлмалла пулать! Сире уншӑн тав тӑватӑп, эпӗ ҫак пулса иртнӗ ӗҫ пире паллаштарнӑшӑн питӗ хавас… Вӑл ҫуртана ҫӳлелле ҫӗклерӗ те ҫапла каларӗ:— Май килнӗ таран инҫетерех кетес хыҫнелле пӑх-ха. Тимӗрҫ лаҫҫин уҫӑ алӑкӗнчен тӗттӗм ҫӗрӗн ӑшӑ сывлӑшӗ кӗрет. Аяларах алӑ пуснӑ: «Тимур». — Тавтапуҫ, улпутӑм, тавтапуҫ. — Эпир Разметновпа сан ҫинчен шухӑшласа пӑхрӑмӑр, — ответлерӗ Майданников. Хула лӑпкӑ та ирӗк. Хӗрарӑмӗ хыттӑн, ыратнӑ пек ахлатса илчӗ те шӑпах пулчӗ. Эпӗ час-часах урамсенче ҫакнашкал икшер ӑслӑ ҫынна тӗл пулаттӑм, вӗсем пирӗн носильщиксем пекех, йывӑр йӑтнипе умнелле пӗкӗрӗлсе утатчӗҫ. Урамра пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, вӗсем хӑйсен миххисене ҫӗре хуратчӗҫ те вӗсенчен тӗрлӗ япаласем кӑларса калаҫма тытӑнатчӗҫ. Кайран вӗсем япалисене пуҫтарса чикетчӗҫ, йывӑр миххисене пӗр-пӗрин ҫурӑмӗ хыҫне ҫӗклесе хума пулӑшатчӗҫ те, тӗрлӗ еннелле уйрӑлса каятчӗҫ. Таврара кашкӑрсем. Старикки хӑй сӗтел хушшинче малти кӗтесре ларать, унпа юнашар — унӑн хӗрӗхелле ҫитнӗ ывӑлӗ. Ҫакна хирӗҫлесе Джим нимӗн те каламарӗ, калама тӑрӑшмарӗ те. Уйӑх тӗттӗмленни вӑл хӑй ҫулӗнче Ҫӗр мӗлки тӗлне лексе унпа хупланнинчен килет. Хӗрарӑм уринче пушмак та, чӑлха та ҫук; урисем йӑлтах юнланса пӗтнӗ. — Эсир кустӑрма шӑлне ҫӗмӗртӗр! — Томас сухалне якаткаларӗ те тӳрех калаҫма шутларӗ. Цензора вӑл — «чӑнлӑхпа тӗрӗслӗх сарас ӗҫӗн пуҫлӑхӗ» тесе ят панӑ, хаҫата — «вулакана сиенлӗ идейӑсемпе паллаштаракан евчӗ», — тесе каланӑ, хӑйӗн хаҫатри ӗҫне — «чуна вак-тӗвекӗн сутни» тата «турра юрӑхлӑ учрежденисене хирӗҫ чӑрсӑрланма хӑтланни!» — тенӗ. — Апла пулсан, господин Лиденброк мӗншӗн халех тавӑрӑнать-ха? Хӗвелӗн ылтӑн ҫутине те, ҫил ҫуркаласа пӗтернӗ хӑмӑр пӗлӗтсене те пӗр евӗрлӗ кӑтартакан шыв кӳленчӗкӗсем тӑрӑх урапапа ишсе пырса, Петр кичеммӗн, ҫав вӑхӑтрах ӑмсануллӑн шухӑшларӗ: — Акӑ мӗнле пурӑнаҫҫӗ. Чугун ҫул ҫинче 12-мӗш армин йӑлтӑркка плакатсемпе илемлетнӗ агитпоезчӗ тӑрать. Агитпоездра пурӑнӑҫ кунӗн-ҫӗрӗн вӗресе тӑрать. Исправник те — ҫӳллӗ, хыткан, ҫара янахлӑ, шурӑ бакенбардлӑ ҫын — пырса ҫитрӗ. — Вӗсем вилнех иккенне нимрен те курма ҫук вӗт. Ответ ҫырӑр № 140». Манӑн кӑмӑл шарламарӗ, вӑл халь те шарламасть, анчах ку айӑплине кӑтартса пани пулать-и вара? Вӑл сӗтел хушшинче салху шухӑша путса, янахне ик аллипе тӗрелесе, нумайччен пӗр тӗле пӑхса ларчӗ. Калать вӗт-ха! Ҫав вӑхӑтра пӗтӗм чиркӗвӗпе орган кӑшкӑрни чаплӑн илтӗнсе кайрӗ; ун сасси ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ, аслати авӑтнӑ пек йывӑррӑн кӗрлеме тытӑнчӗ, сасартӑк пӗлӗте ҫитес пек хӑпарса кайса, шӗвӗр мачча айӗнче хӗрачан ҫинҫе сасси пек янӑрарӗ, унтан каллех йывӑррӑн кӗрлеме пуҫласа чарӑнса ларчӗ. Тепӗр кун ирхине шурса кайнӑ, ывӑннӑ Риккардо Джеммӑн пӗчӗкҫӗ кабинетне пырса кӗчӗ. Гленарван тӗттӗмлӗхе темӗн чул пӑхса тӑрсан та аслатиллӗ ҫумӑр паллисем ниҫта та курӑнмарӗҫ. Сивӗ вӗсен варне витрӗ ӗнтӗ, ҫитменнине тата ҫиесси те килет. — Тӑхтӑр, хӗрарӑмсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл, Макарихӑна пурте асӑрхасран хӳтӗлесе хӑварас шухӑшпа. Астӑватӑн-и, Павел, эсӗ мана пӗрре ҫапла каласа ӑнлантарнӑччӗ: кам мӗнле пурӑнать, вӑл ҫавӑн пекех шухӑшлать; рабочи — ҫапла, тесе калать пулсан, хуҫа — апла мар тесе хурать, анчах рабочи — апла мар, тет пулсан, хуҫа вара хӑйӗн йӑлипе тем пулсан та — ҫапла! тесе кӑшкӑрать, тенӗччӗ. Халӗ эсир унта кайӑр та тӑхӑр сехетчен е тӑхӑр сехет ҫурӑччен лӑпкӑнах пурӑнӑр, ун хыҫҫӑн хӑвӑра киле леҫсе яма ыйтӑр, мӗн те пулин манса хӑварнӑ пек туса. Ҫапах та хулан ҫак пайӗ яланах шавлӑ, кӗрлесе ҫеҫ тӑрать, мӗншӗн тесен бараксене вӑхӑтлӑха та пулин вырнаҫайманнисем, ӗҫе юратакансен ҫурчӗ тенине кӗме килӗшменнисем е кайма пултарайман тӗрлӗ-тӗрлӗ эмигрантсем пурте ҫакӑнта лекеҫҫӗ, ҫакӑнта пурӑнаҫҫӗ те вилсе те каяҫҫӗ. Хӑйсене пӗр-пӗр карап ҫӑласси ҫинчен ҫулҫӳревҫӗсен ӗмӗтленме май сук. Унта кӗҫӗрлӗхе ҫитет пулӗ, тата ыран ҫул ҫине илме те юлать пулӗ, тесе шутлатӑп эпӗ. Вӑл тӗрӗссине каларӗ. Бен Ганн чӗрӗ-и, вилнӗ-и, унран никам та хӑрамасть. Калушне вӑл темиҫе хутчен те юр ӑшне ларта-ларта хӑварчӗ. Унӑн яланах варӗ ырататчӗ, вӑл вуҫех те ҫиме пултарайман кунсем те пулкалатчӗҫ; пӗчӗк ҫӑкӑр татӑкӗ ҫини те ун ӑшчиккине йӑлтах ыраттарса, хӑсас килнипе аптӑратса ҫитеретчӗ. Анчах юлташӗсем епле утнине куркаланӑ самантсенче вӑл хай те туять: хӑйӗн чунӗнче те ҫав ҫилех, ҫав хӗл пуҫланас умӗнхи ҫилех уласа шӑхӑрать… Мӗнле эсӗ пирӗн тӗне хисеплемеҫҫӗ теме хӑятӑн? Унӑн тулта ларакан, хурчӑкан пек куҫӗсем шӑнса ларнӑ, карса янӑ ҫӑварне юр тулнӑ. Чыхӑнса кайнипе ӳсӗре-ӳсӗре, Егорушка куҫне уҫрӗ, вара хӑй умӗнче ашкӑнчӑк Дымовӑн кулакан йӗпе питне курчӗ. Юханшыв та ҫулҫӳревҫӗсене хӑй ҫимӗҫне парсах тӑчӗ. Вӑл ҫынсем ҫине мӗнле пӑхнине пӗртте ӑнланса илмелли ҫук. Пӗри ахаль казак хӗҫӗ кӑна, йӗнни те нумай хура-шурӑ курса кивелнӗскер, тепри — офицер хӗҫӗ, пуҫӗ кӗмӗл, ун ҫинче тӗсӗ кая пуҫланӑ георгиевски ярапа усӑнса тӑрать; йӗннине те кӗмӗлленӗ, портупейӗ хура — Кавказ портупейӗ. Сасартӑк сасӑ пӳлӗнсе килчӗ пек.. Хулана каялла никама та кӗртмеҫҫӗ. Пӑлхавҫӑсем валли ҫывӑх тӑванӗсем апат-ҫимӗҫ кӳрсе тӑраҫҫӗ. — Пурте! Лашисем пуҫӗсене уха-уха илеҫҫӗ. — Калатӑп сире, хӑшпӗр енчен чӑнах та лайӑхрах пулнӑ, — терӗ мана хирӗҫ Овсяников: — эпир лӑпӑрах пурӑнаттӑмӑр; пурнӑҫ тулӑхрахчӗ, чӑн та… Пӗлме ҫук, те вӑл ҫав териех ывӑннӑ, те мӗнле те пулсан урӑх сӑлтав пулчӗ. Вӑл куҫӗсене мӑчлаттарса илчӗ. — Эсир юханшывсем тӑрӑх ҫӳреме пултаратӑр, — терӗ Элен. Лутра та сарлака шӑмшаклӑскер, вӑл шутсӑрах вӑйлӑ алӑллӑччӗ, вӑйӗ хӑйшӗн усӑсӑрччӗ, хӑй уксах пирки вӑл ӗҫлеме пултараймастчӗ. Матвей Юргин ҫамрӑк командир, анчах, апла пулин те, пилӗк ҫул хушши ҫарта служить тунӑ хушӑра вӑл ҫар ҫынни мӗн иккенне лайӑх ӑнланса илнӗ. Нильс хыҫҫӑн каяссу килет-и, элле? «Тимӗрҫӗ пӑрахса хӑварнӑ ӑна ҫул варрине», терӗҫ пурте харӑс. Подпоручик хӑй лайӑх пӗлекен симӗс рипсла диван ӑшне путарах та кӑшт пӗкӗрӗлерех ларнӑ Александра Петровнӑн пичӗпе хулпуҫҫийӗсене курах кайрӗ. Ун вырӑнне ку вырӑнта Кӑнтӑр Америкӑн ҫак пайӗнче час-часах тӗл пулмалла пек туйӑнакан йывӑҫ — каучук йывӑҫӗ — пачах та курӑнмарӗ. Вӗсен умӗнче юшкӑнлӑ, шыв курӑкӗллӗ сӗреке выртать, сӗреки ҫинче пулӑсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, раксем шӑваҫҫӗ. Чарӑлса кайнӑ куҫӗсем хӑрушшӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хӑй чӗтресе илет те, ӗнерхине аса илнӗ пек пулса, хӑйне пуҫӗнчен ярса тытать. Анна Васильевна:— Мӗншӗн-ха эсир те уҫӑлса ҫӳреме каймастӑр? — тесе ыйтрӗ те, хӑйне хирӗҫ тавӑрса каласса кӗтмесӗрех: — мӗнле те пулин хуйхӑллӑ юрӑ выляса пар-ха эппин, — тесе ыйтрӗ. Монтанелли ура ҫине тӑчӗ те аллипе ҫамкине тытрӗ. Унӑн пичӗ пӗр тикӗссӗн турткаланса чӗтренет; куҫӗсем пӗрре уҫӑлаҫҫӗ те унтан каллех хупӑнаҫҫӗ, куҫхаршийӗсем шиклӗн сиккелеҫҫӗ, унӑн пӗтӗм сӑн-питӗнче вӑл темӗн ыйтасшӑн пулни, вӑл тарӑн шухӑша кайни, шухӑшӗпе нумай пӗлме тӑрӑшни палӑрса тӑрать. Ҫакӑншӑн пӗтӗмпех пӗр канонир айӑплӑ-мӗн: вӑл каронадӑна ҫыхнӑ сӑнчӑрсен гайкине начар ҫирӗплетнӗ пулнӑ, каронада кустӑрмисем айне нимӗн те хуман. Хӑйӗн хӗрне Смолина парать, астӑватӑн пуль, хай хӗрлӗ ҫӳҫе! Шыравсене малалла мӗнле тӑсӑн? Вӑл пӗрмаях тӗмле ӑнланмалла мар мӑкӑртатрӗ, анчах Яков, ӑнӑҫсӑр хурах хӑйне тӗлӗнмелле тыткаланӑ пирки каллех тӗлӗннӗскер, унӑн сӑмахӗсене итлемерӗ. Кунта ҫырса кӑтартнӑ ӗҫсем пуҫланиччен кӑшт маларах, кӳршӗри пысӑк мар именире «посессор» улшӑннӑ. Шанатӑп, пурте йӗркеллех пулас? Шкуна ҫула кайма хатӗр-и? Кайнӑ пулсан, кӗнекесӗрех таврӑнма тиветчӗ. Вӗсен хыҫӗнче, тӗттӗмре, хыттӑн хорпа юрласа яни илтӗннӗ. Сӑнӗ ерипен хӑмӑрланса пыратчӗ, хура куҫӗсене тӗлӗннӗ пек чарса пӑрахатчӗ. Тапӑнса пыракан ҫарӑн хуҫалӑхне шӗвӗр мӑйракаллӑ тӗксӗм сарӑ тӗслӗ вӑкӑрсем, сарлака шӑм-шаклӑ, шӑпӑр пек кӗске хӳреллӗ ҫӳлӗ лашасем кӳлнӗ лавсем, фургонсем, каруцӑсем, арбасем, фаэтонсем, кабриолетсем, фуршпансем, трантассем, тачанкӑсем ҫине тиене; унтах шутне тупма ҫук велосипедсем — хӗрарӑмӑннисем, арҫынӑннисем, ӑмӑртура чупмаллисем, ачаннисем, мала ещӗк вырнаҫтарнисем курӑнаҫҫӗ. — А! Пӗлетӗр! — Мужиксене ҫакӑн пек ӗҫме юрать-и вара! Вӑл тӗлӗшӗнчен эпир аптӑрамӑпӑр, пӗр кӑмӑл ҫеҫ пултӑр. Вӑл мана мӗншӗн ҫилленнине ӑнланатӑп, ӑнланатӑп. Чарӑн! Ҫынсем ҫавӑн пек хӑвӑрт сӳнсе ларнине Артамонов сахал мар сӑнанӑ. — Федор пирки… унта йӗркеле, — тесе каларӗ ӑна Аркадий Павлыч шӑппӑн та нимӗн те пӑлханмасӑр. Амӑшне вара, яланах уҫӑмсӑр чунпа юратнӑ Христос, хӑрани — шанчӑкпа, киленни — хурланупа таччӑн ҫыхӑнса тӑракан кӑткӑс туйӑмпа юратнӑ Христос, — уншӑн халӗ ҫывӑхрах, ӗлӗкхинчен урӑхла, ҫӳллӗрех те курӑнмалларах, савӑнӑҫлӑрах та сӑнӗпе ҫутӑрах пек пулчӗ; ҫак Христос, хӑйсен телейсӗр тусӗн ятне кӑшкӑрмасӑрах унӑн ячӗпе нумай асапланнӑ ҫынсен вӗри юнӗпе ҫӑвӑнса чун илнӗскер, ӑна чӑнах та пурнӑҫшӑн чӗрӗлсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ. — Корытов хушнӑ тӑрӑх, колхозсем ҫинчен санран ыйтса пӗлме кунта килнеччӗ вӗт-ха эпӗ. Халь, паллах ӗнтӗ, вӑл ахаль Вышимирский кӑна, нимӗнле «фонӗ» те ҫук. Халь ӗнтӗ вӑл ыратнине те туйми пулнӑ. Ниепле те ӑнланаймастӑп. — Маларах пӗлеймерӗм ҫав, — терӗ мана хирӗҫ старик. Сасартӑк Иван Иванович, хӑранипе шак хытса, кӑшкӑрса ячӗ: вилнӗ ҫын курӑннӑн туйӑнчӗ ӑна, анчах ку ун патнелле мӑйне тӑснӑ хур кӑна иккен, ҫавна асӑрхасанах вӑл лӑпланчӗ. Тула ҫынни, ялан хурлӑхлӑччӗ, хуллен калаҫатчӗ, астусарах ӳсӗркелетчӗ, унӑн куҫӗсем хӑранӑ пек ҫутӑлса ҫӳретчӗҫ, вӑл тӗттӗм кӗтессенелле пит пӑхма юрататчӗ; мӗн те пулин хуллентерех каласа кӑтартатчӗ, е чӗнмесӗр ларать-и, анчах яланах вӑл тӗттӗмрех кӗтеселле пӑхатчӗ. Баймакова кӳпшек те шурӑ аллине малалла тӑсать, хӗвел ҫутинче унӑн аллинчи тӗрлӗ тӗслӗ хаклӑ чулсемпе илемлетнӗ ылтӑн сулӑ йӑлтӑртатать, ҫӳллӗ кӑкӑрӗ ҫинче ахах йӑрӑмӗ куҫа йӑмӑхтарса тӑрать. — Вӑл сулахай питҫӑмартипе йӑл кулкаланӑ пек пулчӗ. Эпир «присутствие» йӑлӑнма кайрӑмӑр. Капла каласан, тӗрӗс ӗнтӗ, анчах энтомологи тенипе ансӑр ӑнланмалла. Пӳлӗмре сӳннӗ пысӑк лампӑран ҫуннӑ ҫу шӑрши кӗрет; решуткаллӑ сарлака чӳречерен тахҫантанпах ирхи ҫутӑ кӗрет пулин те, урай варринче ҫын ҫӳллӗш икӗ пысӑк лампа ҫаплипех ҫунаҫҫӗ-ха. Эпир ун патне унӑн ашшӗнчен Василь Семенычран куҫрӑмӑр. Чӑнкӑ сӑртран анакан сукмак ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте ӑна мотоцикл патӗнче тӑракан Георгий кӗтсе илчӗ. Каретӑпа юланутсем ӗлӗкхи пекех малтан кайнӑ. Стефчова мӗн тӑвӑпӑр? Кашни ӑҫтиҫук япалан пурнӑҫра вырӑнӗ пур, этем вӑл — ӑҫтиҫук тавраш мар… — Эсӗ суятӑн, йӗрӗнчӗк! Ҫыран хӗрринчи ҫынсем пурте пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ. Вӑл шуйттан пулсан та, мана ҫисе ямасть пулӗ, пуҫсӑр юланут чӑнах та шуйттан пулсан, эпӗ хам пульӑпа тӗрӗслесе пӑхатӑп: вӑл ӑна йӗнер ҫинчен персе антарӗ-и е антармӗ. Ҫапла майпа эпир пӗр сиккеленмесӗр 7–8 сехет ҫывӑрнӑ. Жоржетта чӗкеҫсем еннелле пӳрнипе кӑтартса, кӑшкӑрса ячӗ: — Чипи! Тата иртерех те пек-ха… — Асту, иртерех кӑтартӗҫ ак, — хуллен кулса илчӗ Артамонов. Ҫакна пула арӑмӗ те вылянчӑклӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. — Мӗнех вара уншӑн? Тутуна та. Ежов икӗ стакан тикӗт пек ҫӑра чей тултарса илнӗ те Фомана:— Кил, чей ӗҫ… Темле пӗтӗмӗшле ултав кунта, арҫынсен темле юри тӑвакан суя хастарлӑх-маттурлӑх, хӗрарӑм ҫине темле вӗҫкӗнле йӗрӗнӳпе пӑхаслӑх тени. — Ҫилленме кирлӗ мар! Тӗтрен пӗр пайӗ, хӑмӑшран тунӑ йӗпе ҫивиттисене уҫса, ҫӳлелле ҫӗкленет, тепӗр пайӗ, ҫула тата хӳмесем ҫумӗнчи курӑка нӳрлентерсе, сывлӑм пулса тӑрать. Хунарсем ҫуна пуҫларӗҫ. Эпир ӗлӗкрех ҫак скверта Петьӑпа иксӗмӗр папироссем сутса тӑнӑ. Ҫак скверта эпир ҫурхи кунсенче пин хут та уроксене вӗренсе ларнӑ пулӗ. Ҫак скверта пӗр вунҫиччӗре кӑна уроксене вӗренме пулать вӗт. Ҫак тахҫанхи скверта пирӗн шкул ачисем ҫеҫ мар, 143-мӗшпе 28-мӗш шкулсенче вӗренекенсем те пӗр-пӗр савнӑ ҫыннисемпе тӗл пулма калаҫса татӑлаҫҫӗ. Ҫак сквер ӗнтӗ пӗтӗмпех улшӑнса, ҫуталса каять, театр пек пулса тӑрать. Эпир Зундран уҫӑ тинӗселле пӗтӗм паруссене карсах тухса кайӑпӑр, — терӗ. Ку таранччен хӑй ирхине суйса тыттарнисем ӑна питех лайӑх та питех ҫивӗч шухӑшласа кӑларнӑ япаласем вырӑнне туйӑнчӗҫ. Вӑл час-часах пулкаламастчӗ, анчах вӗсем киле ҫурҫӗр иртсен тавӑрӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ темиҫе сехет хушши крыльцара е ун тӗлӗнче, пӗрене купи ҫинче лараттӑм, хам дама хваттерӗн чӳречи ҫине пӑхса, савӑнӑҫлӑн калаҫнипе музыкӑна сӗмсӗрӗн итлесе лараттӑм. — Питех те кирлӗ пулнӑ мана… Ку тӗлте Карл Иваныч чылаях чарӑнса тӑчӗ, вара хӑйӗн ырӑ сенкер куҫӗпе ҫаврӑнса пӑхрӗ те кӑмӑллӑ асаилӳсемпе савӑнакан ҫын пек ӑшшӑн кулма тытӑнчӗ. Пурте шутланӑ: вӑрттӑн ӗҫӗн тупсӑмне пӗлмелли уҫӑ Зеб Стумп аллинче, тенӗ. Земляксем? Эпӗ вӑраннӑ чухне вӗсем, йӑмӑкпа иккӗш, юнашар калаҫса ларатчӗҫ. Аллӑма ҫӗклесе пӑхрӑм та; вӑл хуп-хура пулса юлнӑ; эпӗ тинкерех пӑхрӑм та ҫӗркӑмрӑкӗ кӑларакан вырӑнта пынине чухласа илтӗм. Нумаях пулмасть полк командирӗ юлташ столовӑйӗнче: Алексей Мересьев вӑт — ҫын!!\! — терӗ. Хӑйӗнпе паян мӗн пулса иртни ҫинчен малтан Воропаев такӑна-такӑна, унтан ҫулӑмлӑн хавхаланса калаҫма тытӑнчӗ. «Ӑҫталла эсир, Иван Никифорович?» ыйтрӗ судья. Уйӑх ҫаврашкин ҫурри кӑна ҫуталать пулсан, ӑна эпир пӗрремӗш чӗрӗк тетпӗр. Фома старикӗн сӑмахӗсем чӑн иккенне туйнӑ. Ҫак кулӑшла паллашӑва Дора Родкина, партин Харьков хула комитечӗн бюро членӗ, кайран сахалах мар асӑнса илетчӗ. — Шеллетӗп! — куҫҫуллӗ сасӑпа каланӑ Фома. — Акӑ мӗнле, — тепӗр хут каларӗ Зинаида. — Ҫакнашкал пурӑнма савӑк-им? Ҫук, халӗ эпӗ ҫамрӑк чухне мӗн курни-илтнине текех курас ҫук. Мана канцелярине ячӗҫ те, унта пӗр ватӑ машинистка, шӑлтах Даша инке пекскер, Катьӑн сывлӑхӗ ытла начаррине пула, ӑна Трофимова доктор Ленинградран эвакуаципе тухса кайма пулӑшрӗ, терӗ. Апла пулсан, эпӗ сана тӗлӗкре курнӑ… — Мӗнле чӗнет сана вӑл? — Мӗншӗн тесен, вӑл мана ҫураҫрӗ, качча илесшӗн пулчӗ. Канаш Ҫурчӗ умӗнче Гусев малтанхи кӑвайта арканнӑ сӗтел-пуканран чӗртрӗ. Ун пуҫӗ умне вӑрҫӑ картини тухса тӑчӗ. — Нимӗн те мар, — тетӗп эпӗ ӑна хирӗҫ сиввӗн, вӑл ниепле те хӑй шухӑшӗнчен пӑрӑнас ҫуккине курса. Корпусӗн конструкци те питӗ аван, машинӗ те ҫӗнӗ. Чӳречесем хушшинче икӗ тӗкӗр тата «Нивӑн» ылттӑн рамӑллӑ картина-премийӗсем ҫакӑнса тӑракан пысӑк залра пушӑ та кичем, кунта картла вылямалли икӗ сӗтел тата пӗр дюжина яхӑн венски пукан ларать. Акӑ, вӗсем те лӑпланчӗҫ. Аха! Тепӗр вунӑ минутран Марья Николаевна хӑйӗн упӑшкипе пӗрле тепӗр хут тухрӗ. «Ҫук — тетӗп, — маншӑн чи юрӑхли — сулӑ: вӑл йӗр хӑвармасть». Иртнӗ вӑхӑтра Марко шухӑшӗнче самай улшӑнусем пулса иртрӗҫ. — Выртрӗ! — пӑшӑлтатрӗ карчӑк та. Тепӗр хӗр ассӑн сывлама пӗлнипех ӑслӑ хӗр вырӑнӗнче шутланса тӑрать, анчах санӑн хӑйшӗн тӑма пултарӗ, мӗнле тӑрӗ те, хӑвна та алла ярса илӗ. — Вӑрттӑнлӑхшӑн, хаклӑ Разметнов! — Пирӗн пӗр шухӑш, — терӗ ӑна ҫамрӑк арӑмӗ, юлташӗсем ҫине пӑхса илсе: — ҫул ҫине тухасси ҫеҫ! Вӗсем хыҫӗнче нимӗҫ салтакӗсен пӗчӗкҫеҫ кӗлеткисем курӑнкаласа илеҫҫӗ. — Мӗн тӑвӑпӑр, мӗн тӑвӑпӑр! — ҫиленсе виртлесе илчӗ Сергей. Вара тӳрех пурте кӑмӑллӑн калаҫма тытӑнтӑмӑр, чуна пусахлакан йывӑрлӑх иртрӗ, сулӑ ҫинче ҫапла пулмалла та; тавлашни-харкашни питӗ начар кунта, уйрӑмах шыв ҫинче ишнӗ чух пӗр-пӗрне ҫилленме, вӑрҫма юрамасть. Снаряд уйрӑммӑн ӳксе ҫурӑлни сайра ҫеҫ илтӗнкелет, — оборона тӗлӗнче татти-сыпписӗр кӗмсӗртетни те ҫухӑрни, нӑйкӑшни ҫеҫ илтӗнсе тӑрать. Ҫӗр кисренет, хӑш-пӗр чух вӑл хытах кисренсе илет те йывӑҫсем вара пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑнса, турачӗсемпе лӑссине, йӗкеллисене тӑкаҫҫӗ. Ара, тата Орлова пур-ҫке-ха: вӑл хӑйӗн турпас пек хытӑ, пӗчӗкҫеҫ, вӗри аллине тӑсса пачӗ, — ҫывӑхран унӑн пичӗ тата та кӑмӑллӑ мар курӑнчӗ. — Илтетӗр-и, Мэри? — тесе ячӗ Элен. Кашни кунах эпӗ хамӑн шухӑшпа куракан самолета сӳтсе пуҫтартӑм. Пӗтӗм ҫырма музыкӑпа тулать, унӑн тӗп тонӗ — тӗмӗсем ҫилпе татти-сыпписӗр кӑштӑртатни темелле; кайӑксен сатур сассисем ҫак илемлӗ те лӑпкӑ шава ҫӗнтереймеҫҫӗ, вӑл шавра эпӗ ҫӑвӑн юлашки юррине итлетӗп, вӑл мана шӑппӑн темле ӑрасна йышши сӑмахсем каласа тӑрать, вӗсем вара хӑйсемех юрӑ пулса тӑраҫҫӗ. Ларӑр, — теҫҫӗ сире халь кӑна яликсем ҫинчен анса ӗлкӗрнӗ отставкӑна тухнӑ ик-виҫӗ матрос. Опытлӑ лётчиксем ку эскадрӑн ятне питӗ лайӑх пӗлнӗ. Ӑна Герман Геринг хӑй пӑхса, тӗрӗслесе тӑнӑ. Тепӗр сехетрен вӑл виҫҫӗмӗш бригада станӗ патне ҫитрӗ, анчах бригадӑра темскер аван мар ӗҫ пулса иртнине вӑл аякранах асӑрхарӗ: утӑ ҫулмалли машинӑсенчен ҫурри тенӗ пек ӗҫсӗр ларать, ҫеҫен хирте унта та кунта тӑлланӑ лашасем ҫӳреҫҫӗ, типнӗ утӑ валемӗсене никам та пуҫтармасть, тата тавракурӑм хӗррине ҫитичченех пӗр купа курӑнмасть. Ҫирӗм ҫул — пайтах вӑхӑт. Ҫав кун каварҫӑсем Риварес крепоҫра ҫуккине пӗлсен, вӗсен планӗсем хӑйсемех путланса ларӗҫ, вара ҫапӑҫмалли сӑлтав та пулмӗ. Пурӑнах, хӑвна турӑ хушнӑ пек!» — Ҫиес килет! — терӗ пӗри. Ҫуллахи лӑпкӑ каҫчӗ. Николай, хӑйӗн витӗрех курман куҫӗпе кулса илсе, шухӑшлӑн каларӗ: — Акӑ мӗн. Пирӗн ӗҫ мар вӑл, арҫын ӗҫӗ мар — ӑна чӗркесси! Гейка, команда пар, хускалӑр! Соня мана аллине тӑсса пачӗ те, эпир зала чупрӑмӑр. — Ҫакӑн ҫинчен никама та пӗр сӑмах ан шарлӑр, — терӗ Гленарван, — май килсен, эпӗ хамах ҫак хуйхӑллӑ хыпар ҫинчен Грант капитан ачисене каласа парӑп. Эпӗ ӗнтӗ, чӑнах та, хаяр. «Св. Мария» ҫинче икӗ ҫул ӗҫлесе вӑл вырӑсла калаҫма та вӗренсе ҫитрӗ. Пӗтӗм ҫеҫенхирӗпе, сакӑр ҫухрӑм кайса та, вӗсем пурӗ те пӗр чӗрӗ япала, ногай кибиткине анчах, тӗл пулчӗҫ, лешӗ, арба ҫине вырнаҫтарса лартнӑскер, вӗсенчен пӗрер ҫухрӑмра ерипен шуса пычӗ. Ҫак кунсем манӑн пурнӑҫӑмра пысӑк мӗлке хурса хӑваракан кунсем пулса юлчӗҫ. Юлашкинчен хулари ҫывӑрса кайнӑ пурнӑҫ хускалса илчӗ — питӗ хыттӑнах хускалчӗ. Вӑрҫӑ сан тӗлпе те ахаль иртсе кайман, анчах та вӑл сана хуҫса пӑрахайман! Кӑшт хыҫалтарахран уттарса пыракан Лозневой комбат нумайччен Андрей ҫинчен куҫне илмерӗ. Унӑн лайӑх воспитани илнӗ, йӗркеллӗ, анчах айвантарах упӑшки пулнӑ, ачисем пулман. Вӑл сасартӑках урӑх патшалӑхсене тухса кайнӑ, сасартӑках Российӑна тавӑрӑннӑ, пӗтӗмӗшпех тӗлӗнмелле пурӑнӑҫпа пурӑннӑ. Хӗрсем ҫине ҫиленмен вӑл. — Ҫук! — терӗ Павел хыттӑн. Анчах вӑл темӗн чухлӗ кайсан та, Жадрино ҫапах курӑнман; ращин те вӗҫӗ-хӗрри курӑнман. Ку ӗҫ ҫулла, 1840 ҫулта пулчӗ. Тӗрӗкле тумланнӑ Огнянов ҫакӑн пек салхуллӑн шухӑшласа Стрем айлӑмӗнчен Стара шывӗ хӗррине тухрӗ. Чей ӗҫме вӑхӑт ҫитсен, вӑл хӑна пӳлӗмне анчӗ, килйышсем пурте пуҫтарӑннӑ ӗнтӗ, Шубин та пур, вӑл Елена ҫитсе кӗрсенех ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ; Елена унпа ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑ калаҫу пуҫарса ярасшӑнччӗ, анчах вӑл тавҫӑрса илесрен хӑрарӗ хӑйӗнчен хӑй те шикленчӗ. Каласа пӑх-ха эс ӑна ун ҫинчен… Кала ҫеҫ! Мӑрье тӑррине хӑпарса виҫӗ кун хушши пӗр анмасӑр ташлӗ. Пысӑкраххисем торф, ҫапӑ, ӗне тислӗкӗ, типӗтнӗ пулӑ шӑммисем ҫунса выртакан вучах тавра пухӑнса ларчӗҫ. Эсӗ мана хӑвӑн ҫулна пӳлесшӗн, ӑна тӗлӗкре те ответсекретарӗн вырӑнӗ курӑнать тесе шутлатӑн-и? Чӑт эс, епле те пулсан чӑт, хӑвала ҫав шухӑша! — Французсен ун пек сӑмах ҫук. Халь унта сирӗн йышшисем ҫав тери нумай кирлӗ! — Пӗлмесӗр, пӗлетӗп, — Полозов ҫӑварне шӑратнӑ ҫӑмартапа трюфель тӗрсе хучӗ. Каяс… — лӑпкӑн ҫеҫ каланӑ та Фома, анасласа илнӗ. — Эпӗ коменданта курман-ха, манӑн ӑна хысна япалисене парса хӑвармалла… Унӑн бригади ҫак вырӑнсемпе иртнӗ. Эпӗ пилӗк метр ҫӳлӗшӗнчен тӳрех аялалла пӗр парашютсӑр-мӗнсӗр ярӑнса антӑм. Ҫакӑн пек вӗҫрӗм ӗнтӗ эпӗ чи малтанхи хут. Маришка та пулин кутӑнланать. Мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ ыран пӗрлешӳллӗ пухура? Хытах хӗстерме тытӑнсан, хӗнесе те тӑкӗҫ», — тарӑхса шухӑшласа пычӗ Андрей, хӑй килӗ еннелле утнӑ май. Халь ӗнтӗ ҫав ҫутӑ тӗтре ҫийӗн, майӗпен, карап пек шуса пырать, ирхи шупкарах хӗрлӗ шуҫӑм ҫуттине хирӗҫ шӑвать вӑл. Ун тӗлӗнче, ылтӑн парӑс пек, хуллен кӑшӑлтатса, хурӑнсем лараҫҫӗ. Лопуховсен килӗнче пуринчен малтан Алевтина Васильевна вӑранчӗ, ун хыҫҫӑн вара — куҫ хупмасӑр тенӗ пек ҫӗр каҫнӑ Марийка тӑчӗ. Нӑйкаса тӑма вӑхӑт ҫук. — Акӑ ӗнтӗ пирӗн хуҫамӑр, господин Лиденброк килсе те ҫитрӗ, — терӗ хӑранӑ пек пулса ырӑ кӑмӑллӑ Марта, столовӑй алӑкне кӑшт уҫса пӑхса. Кунсӑр пуҫне тата ман пӗтӗм кӗлеткене хул хушшинчен пӗҫӗ таранах пит нумай ҫӗртен шнурсемпе урлӑ илсе турта-турта ҫыхса хунине туйса илтӗм. Вара вӑл, чи лайӑх вӗренекен евӗр хыпкаланса, куҫ хупанкисене антарса та сулкалана-сулкалана, васкавлӑн калама пуҫларӗ: — Ҫапӑҫу йӗрки акӑ мӗнлерех ыйтусене тивӗҫтермелле: ҫаврӑнӑҫулӑха, куҫса ҫӳреме пултараслӑха, пиҫӗлӗхе, командӑлама меллӗ пулмаллине, кирек хӑш ҫӗрте те вырнаҫма пӗлеслӗхе; вӑл, мӗн май килнӗ таран, вутран ҫухату сахалтарах тӳсмелле, час пухӑнма та час сапаланса выртма пултармалла тата поход йӗркине хӑвӑрттӑн куҫмалла… Вӑл чи сиенлӗ вӑрттӑн ӗҫлекен обществӑн пуҫлӑхӗсенчен пӗри. — Эсех-и? Сирӗн мана мӗн те пулин каламалли пулсан, эпӗ сирӗн патра ыран килӗп. Этемӗн какайне пӗрре тутаннӑскер, вӑл ӗнтӗ пӗрмаях ҫав шӑлҫеммишӗн васкать. Ҫӗр каҫмашкӑн эпир нумай хатӗрленсе тӑмастпӑр: пирӗн кашнийӗннех ҫул ҫине илсе тухнӑ утиял пур, унпа чӗркенсе выртатпӑр та мӗнпур вырӑн та ҫав ҫеҫ пулать. Эпӗ, тӳррипе каласан, тӗлӗнсе хытсах кайрӑм. Ун ҫыранӗсем питех пулӑхсӑр марччӗ ӗнтӗ. Анчах Дик Сэнд ҫав-ҫавах асӑрхануллӑ пулчӗ, ҫавӑнпа шыв тарӑх кимӗ мар, курӑк пуснӑ пӗчӗк кӑна утрав ишрӗ. — Ан тарӑр! Анчах ту тӑррине кам ялав лартнӑ пулнӑ? Шӑчӑ тӑрринчи хӗрлӗ ялава кам лартнӑ? Петрушка… айӑплӑ мар. Ҫавӑнпа кӑнтӑрла вӑл хавальдарсем тимлӗ сыхлакан ҫамрӑк патне сарайне кӗчӗ. Дик Сэнд, аллисене, урисене ҫыхнӑскер, урайӗнче выртать. — Иваница инке, мӗнле-ха унта, кӗҫӗн алӑкӑр уҫах-и? — Питӗ чипер, мӗн ятлӑ вӑл? — терӗ Григорий Александрович. Унтан вӑл хӑйӗн миххинчен ӑрӑмҫӑллӑ тӗксӗмрех краскине кӑларса ачан ҫамкине, сӑмсине, питҫӑмартине тата янаххине сӗрнӗ. — Вилчӗ: анчах питӗ нумай асапланчӗ, эпир те унпа самаях тертлентӗмӗр. Мӗншӗн ытла ҫине тӑрать-ха ара ҫав рабочи класс? Пуринчен ытла ҫынсем унӑн куҫӗнчен хӑранӑ, — пӗчӗк те ҫивӗчскер, вӑл ҫынна хурҫӑ пӑра пекех шӑтарнӑ, вара ҫав куҫпа тӗл пулакан хӑй умӗнче нимрен хӑраман, ним хӗрхенмесӗр хӗнеме пултаракан тискер вӑйлӑ ҫын тӑнине туйнӑ. — Чим-ха, эсӗ сып-ха флягӑран, — терем ӑна эпӗ лӑпкӑн, — тӑна кӗр. Куҫма илтересшӗн мар. — Тавӑрса парас пулать, — килӗшрӗ Разметнов, анчах Демид каллех уҫҫӑн та янӑравлӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, пат каласа хучӗ: — Мана вӑл ӗне кирлех те мар! Мюльреди ӑна итлерӗ, вара пӗчӗк отряд, лаша виллине коршунсем валли хӑварса, малалла тапранчӗ. Тӑвалла хӑпаракан ҫул йывӑр, ывӑнтарать. Амӑшӗ, куҫне шиклӗн мӑчлаттарса, салтаксем еннелле хӑвӑрт пӑхса илчӗ, — вӗсем пӗр вырӑнтах тӑпӑртатаҫҫӗ, лаши вӗсен тавра чупать, амӑшӗ чикмек йӑтнӑ ҫын енне пӑхрӗ — вӑл ӗнтӗ, чикмекне стена ҫумне тӑратса, ун тӑрӑх васкамасӑр хӑпарчӗ. Пуҫа-пуҫӑн улӑштартӑмӑр вӗт-ха? Факт! Турккӑсен правительстви ӑна канӑҫ паман, вӑл ҫав икӗ ҫул хушшинче пысӑк хӑрушлӑхсене те лекнӗ пулас: эпӗ пӗррехинче унӑн мӑйӗ ҫинче сарлака ҫӗвӗ куртӑм; анчах вӑл ун ҫинчен калаҫма юратмасть. Сирӗншӗн кирек те мӗнле пултӑр вӑл, маншӑн тесен — вӑл хаклӑ… — Тӗрӗс калатӑр, Енисей тӑрӑхӗнчен. Аван-и, Кирдяга? Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Мӗн тери мӗскӗн улӑм пӗрчинчен ярса тытать вӑл, атаман! Тепӗр икӗ сехетрен ҫил-тӑман вара катастрофа пулнӑ вырӑна юрпа хупласа хучӗ пулӗ? Тен, ҫурҫӗрти пӗр-пӗр ҫынсӑр-мӗнсӗр утрав ҫинче «Св. Мария» ҫыннисем пурӑнаҫҫӗ пулӗ? Вӗсем карап пурнӑҫӗпе капитан пурнӑҫӗ ҫинчен те каласа парӗччӗҫ. Вӑл шӑлне ҫеҫ шӑтӑртаттарчӗ: «Ну, юрӗ-ха» — тесе мӑкӑртатрӗ, унтан тимӗр алӑк ҫумӗнче ҫунакан факел патне сӗтӗрӗнсе ҫитсе пистолетне урайне хучӗ, стена ҫинчи факела илчӗ те, йӑтӑнса анакан пыршине сулахай аллине тытса, сылтӑм аллинчи факела аялалла усса, сухӑрпа нӳрлентернӗ вӗрене чӗртсе ячӗ. Ҫак хресчен пире ӑшшӑн йышӑнни король хӑй патне кӗртсе хӑна тунинчен те кая мар пулчӗ. Ҫук, ҫук, мистер Джеральд. Патша — юман, шӑпах ун ҫинчен ӗнтӗ пире валли ылтӑн йӗкелсем тӑкӑнаҫҫӗ. Эсӗ пырасшӑн вӗт, дипломат? Эсир юланутпа ҫӳренине эпӗ юратнӑ пулсан, ҫавӑн ҫинчен вара эпӗ сире каланӑ пулсан, сирӗн унтан нимскерле вывод та тума кирлӗ марччӗ. — Ҫурҫӗрелле — ҫапла, — пӳлчӗ ӑна Дик, — анчах кӑнтӑра… Тепӗр хут килес пулсан, пӗлсех тӑр, санран вӑтанса тӑмӑп, ӗнсерен парӑп та урядник господин патне тытса кайӑп. Комиссар ҫемҫен кулса илчӗ, тата тепӗр хут тарӑнӑн сывласа ячӗ те, хӑйӗн яланхи пекех ырӑ, кӑштах тӑрӑхлакан сассипе малалла калама тытӑнчӗ: — Итлер-ха пӗр истори, ӑслӑ пуҫӑм. — Сывӑ пулӑр, ырӑ ҫынсем! — янӑрарӗ унӑн сасси сивӗ каҫ тӗттӗмӗнче. Ху айӑплӑ пулӗ. Ку час-часах ҫакӑн пек пулнӑ та, анчах хисеплӗ сутуҫӑсене кулянмалӑх, пурне те пӗлме тӑрӑшакан пӗр ҫулҫӳревҫе вӗлернӗ хыҫҫӑн кунта татах малтанхинчен кая мар пӗлесшӗн ҫунакан темиҫе ҫулҫӳревҫӗ персе ҫитнӗ. Акӑ эпир ҫӗнӗ галерея тӑрӑх ана пуҫларӑмӑр. — Итлемест вӗт, шуйттан чӗппи! — тесе шӑппӑн каланӑ Робертс ҫывӑхра ларакан ҫынна. Ҫак тупӑкҫӑ юратнӑ чухлӗ хулара урӑх никама та юратмаҫҫӗ пулӗ. Ку маншӑн питӗ кансӗр ӗҫчӗ, эпӗ канцеляри ӗҫне ытла та юратмастӑп. Тимошка ҫапла эрнешер хутор тӑрӑх хут купӑспа сулланса ҫӳретчӗ, ман хваттер тавра ҫаврӑнкалать, Лушка вара ҫав вӑхӑтра сив тытнӑ пек чӗтрет, эпӗ килтен тухса каясса сунмасть, мӗскӗн. — Пулӑҫсем валли ҫурт тума пуҫларӑм, пурне те мӗнле кирлӗ пек валеҫрӗм. Ун ҫумӗнче сад, колхоз сачӗ, — виҫҫӗмӗш ҫуркунне. Тулаш енчен нимӗн те курӑнман. Ҫыруне Оля васкаса, хӑйсен эшелонӗ станцире тӑнӑ чух ҫырнӑ пулнӑ. Аптарас ҫук — ӗлкӗрӗпӗр-ха. — Ҫук, сударыня, эпӗ вӗсене пӗлместӗп. Хӑйӗн сӑмахӗсене ют ҫын сӑмахӗсене итленӗ пек итлесе, Петр хӑйне хӑлхинчен турткаларӗ, ӳпкелешрӗ, ятлаҫрӗ. Пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшне юпа пек сирпӗнсе улӑхакан шыв фонтанӗ, вӑйлӑ ҫумӑр шывӗ пек каялла кӗрлесе аннипе хӑлхана хуплать. Ҫакнашкал ҫывӑхартни мана питӗ килӗшнипе эпӗ тепӗр хут хӗрелсе кайрӑм. Вӗсемпе юнашарах пӑшал, кинжал, хутаҫ, йӗпе кӗпе-йӗм тата ҫӗтӗк-ҫатӑксем сапаланса выртаҫҫӗ. — Халӗ ӗнтӗ, пуринчен ытла, каҫхи апат ҫимелле те канмалла кӑна. Ӑна калаҫма ирӗк ан парӑр… Анчах ҫурчӗ пушӑ пулни ман кӑмӑла каймарӗ, ҫавӑнпа та эпӗ унта тӗрлӗ ҫынсене вырнаҫтартӑм: чӳречесем тӗлӗнче веерсем тытнӑ улпут майрисем, пируссем тытнӑ. Такам ури сассисем илтӗнсе каяҫҫӗ аялта, ҫул ҫинче, патша пахчин стени таврашӗнче, анчак ҫаплах аллинчен вӗҫертмесӗр чарса тӑрать Соломон хӑраса ӳкнӗ хӗре. Ҫу пуҫламӑшӗнче вӑл Цимбал совхозне «йӗнерлерӗ», совхозран вӑл ҫӗнӗ ӗҫ майланса кайнине курсан тин тухса кайрӗ. Е санӑн йӑвашланмалли вӑхӑт ҫитрӗ-и? Мӗн — арӑм? Чӳречерен тул енче ним сассӑр каҫ; сайра-хутра сивӗ шартлатса илет, ҫынсем сӗтел патӗнче лараҫҫӗ, шӑн пулӑсем пек, ним те чӗнмеҫҫӗ. Марья Кириловна хӑйпе Саша питӗ ҫывӑх пулнине пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл хӗпӗртесе кайрӗ. Пӑрахмасан та, Оля хӑй ирӗкӗпе кӳнӗ жертвӑна вӑл йышӑнма пултарать-им, ӑна, ҫавӑн пек ҫутӑ чунлӑ, хитре, илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗре хӑйӗнпе, йывӑҫ ура ҫинче танкӑлтатакан ҫынпа юнашар уттарма унӑн тивӗҫ пур-им?.. Вӑхӑт тӑххӑрмӗш сехете сулӑнсан, эпӗ Пысӑк театр патнелле утрӑм… Сидне ҫавах лектеретӗп-ха, — лектермесен, ҫӑва патнех каймалла пултӑр. Ҫитменнине тата, хам хуҫампа унӑн ҫывӑх тусӗсене курнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хуть мӗнле суяпа ултава та ҫав тери курайми пултӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна ҫурт туса панӑ. Пысӑккӑшӗпе вӑл Клош-Кван ҫуртӗнчен те пысӑкрах пулнӑ. Анчах эпӗ: мӗншӗн мана айӑпламалла-ха? — тесе шухӑшларӑм. — Мана санӑн укҫу кирлӗ мар. Калаҫса ларакансем сасартӑк ҫаврӑнса пӑхнӑ: старикӗ ун ҫине — ӑслӑн, ни кули-кулми тинкернӗ, пысӑк куҫли юттӑн шӑмарнӑ. Ҫавӑн пек пӗр вырӑнтах тапӑртатса тӑнинче мӗн тулӑкӗ пур-ха вара? «Медицинӑра ним те ӑнланмастӑр пулсан, тет, тем-тем ан суйланӑр, эпӗ каланӑ эмелпе сипленӗр». Эпӗ ҫуран пыратӑп. Артур ура ҫине тӑчӗ, каноник аллине чуптурӗ те майӗпен пусса, сывлӑм ӳкнӗ курӑк ҫийӗпе утса, малалла кайрӗ. «Мӗнле пурӑнатӑн?» — тесе ыйтатӑн та — «Питӗ лайӑх пурӑнатӑп» — тет, пӑхатӑн та — апат ҫимен кунсем те пулаҫҫӗ хӑйӗн… Ҫеҫенхирте ҫӳрекен ҫынсем, крепӑҫри хусканӑва сиссе, пӗр ҫӗре пухӑнчӗҫ те темӗн ҫинчен канашлама пуҫларӗҫ. Эсир те выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнтӑр, мана та кичемрех пулчӗ. Санин чӗрӗк кӗренке виҫсе хут татки шыраса тупрӗ те сӑрнай пек туса лепешкӑсене чӗркерӗ, тӑкса ячӗ, тепӗр хут чӗркерӗ, каллех такса ячӗ, юлашкинчен пачӗ те укҫа илчӗ… Ачасем, урра тӑвӑр ӑна! Хӗлле эпӗ, ниҫта тухмасӑр, килте ларатӑп, ҫӑм арлатӑп, тутӑрсем ҫыхатӑп, тӑранкаласа пурӑнатӑп ҫапла. Карчӑк пурри, вӑл хытӑ хӑлхаллӑ пулин те, питӗ канӑҫсӑрлантарчӗ мана. — Ҫавсем, — терӗ ӑна Гленарван. — Пампассенчи хӗрлӗ кашкӑрсем. Кам мурӗ чухлас, темле палланӑ вӑл тӑшмана. Турӑ — вӑл тӑмран ҫыпӑҫтарса тунӑ кӗлетке, ӑна мӑлатукпа ҫапса салатма та пулать. Анчах эсир мана ӗмӗрех улталарӑр». Ну, мӗн калам-ши сире… Романенко чие пекех хӗрелсе кайрӗ. Кӗнекене вулама пӑрахсан, арифметика кӗнекинчи задача ҫинчен шухӑшланӑ пекех, шухӑшлатӑп ун ҫинчен, вара хӑш геройӗ пур енчен те ырӑ курмалли рая пырса кӗрессине, хӑшӗ хупӑнмалли ҫӗре кӗрсе ӳкессине час-часах тӗрӗс пӗлме май килетчӗ. — Джемма фрейленпа калаҫӑп… — Тен, пӑрахмалла та пӗтӗмпех, тухса каймалла? Унтан тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн эсӗ унпа пӗр тан ҫын пулан, калаҫма та, ӗҫлеме те ирӗклӗх илӗн, вара тин ирӗке тухатӑн вӗт… — Шантарсах калатӑп сана, ҫав тери ятлӑ профессор… Ҫавӑнпа та пурнӑҫра халь пирӗн мӗнле, унтан лайӑххи пулмасть те. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл пурӑннӑ кунсенче пире йӑмӑкпа иксӗмӗре пӗрре те кичем пулмарӗ. — Ачасем, эпӗ тухтӑр вӗт, — терӗ вӑл пӗррехинче. Ҫаксем хушшипеле уткаланӑ май, вӑл аллине тытнӑ салтак астутаркӑҫӗ тӑрӑх юрлакан ҫинҫе сасӑпа ыйтусем парать. Вӑл именӗҫлӗн кулса ячӗ те пуҫне сулкаларӗ. Енчен эпир тӗрме ҫыннисем пулсан татахчӗ хуть, мӗншӗн тесен вӑхӑт темӗн чухлӗ пулатчӗ, ниҫта та васкамалла марччӗ; чавасса та кунсерен пилӗкшер минут ҫеҫ чавма лекетчӗ, — хуралҫӑсем улшӑннӑ вӑхӑтра, — ҫавӑнпа алӑсем те хӑмпӑланман пулӗччӗҫ, ҫул хыҫҫӑн ҫул чавӑттӑмӑр, йӑлтах тӗрӗс, йӗрке ыйтнӑ пек пулса пырӗччӗ. Малтанхинчен те хытӑрах вӗҫтерсе пырать ӗнтӗ хӑй ҫине тимӗрҫӗ утлантарса лартнӑ шуйттан. — Ҫук, халӗ сире пӗртте кая мар-ха, — тесе ответлеме васкарӗ Морис. Эпир пурте шавлама юратмастӑмӑр. Анне вара пачах калаҫмастчӗ темелле. Ку вара куҫне уҫнӑ-уҫманах калаҫма тытӑнатчӗ. Паганель пуҫне силле-силле кают-компани урайӗнче каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет. Ерофей Кузьмичпа калаҫнӑ хыҫҫӑнах Марийка, темле ӑнсӑртран тенӗ пек, клуба пырса кӗнӗ, — унта Андрей сцена юсанӑ-мӗн. Мересьев машинӗ аяккалла ывтӑнчӗ те, ҫулӑм чӑмаки ҫумӗпе вӑркӑнса иртсе кайрӗ. Вӑл Гаврила епле тӑрӑшса ӗҫлени ҫине пӑхрӗ те ӑна хӗрхенсе кайрӗ, унӑн ӑна паттӑрлатас килчӗ. Эпӗ унӑн чӗтӗрекен аллисен хам алӑмсемпе ярса тытрӑм. — Эпӗр санпа хут ҫырса хӑтланман, — тенӗ Ваҫили Андреич Микитене. — Ме! — терӗ вӑл хаваслӑн. Тӑракан ҫынсем хушшинчен хӗсӗнсе тухса, Синопа амӑшӗ ҫӗр ҫинче ҫын месерле выртнине курнӑ. Ҫӗр таҫта аякках юлнӑ ӗнтӗ. Ракета сехетре 25 пин километр каять. Питӗ пысӑк хӑвӑртлӑх! Ку пассажирсене сиен кӳмест-ши? Ҫук, нимӗн чухлӗ те сиен кӳмест. Мана лӑплантарас тесе, вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ ҫинчен каласа паратчӗ. — Куратӑр-ҫке — пӗччен эп! Тавтапуҫ турра, сана чӗррӗн кӑларса янӑшӑн. Джемма ӑнсӑртран унӑн сылтӑм аллин ҫинҫе пӳрнисене курчӗ те, ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе кайрӗ — ҫавнашкал пӳрнесемпе чечек ҫулҫисем татнине вӑл тахҫан курнӑ пек туйӑнчӗ. Хам вӑр-вар сиксе тӑтӑм; эпӗ ӳкнӗшӗн, ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем хӑраса кайнине курса, шлепкене алла тытрӑм та (эпӗ ӑна йӑласене тӗплӗ вӗреннӗ ҫынсем тунӑ пек хул хушшине тытнӑччӗ) пуҫ ҫинче сулласа, хам нимӗн те аманманнине кӑтартас тесе, виҫӗ хут «урра» кӑшкӑрса илтӗм. Кӗҫӗр вӑл пирӗн патра ҫывӑрать. Носильщиксем пӗр вӗҫӗмсӗр аманнисене ҫӗкле-ҫӗкле кӗреҫҫӗ те пӗр-пӗринпе юнашарах урайне вырттараҫҫӗ, вырттарса хӑвараҫҫӗ те урӑххисене ҫӗклеме туха-туха каяҫҫӗ. Ҫамрӑкки куҫхаршисене сиввӗн пӗрӗнтерсе, пукан хыҫӗ ҫумнелле тайӑнса, итлесе ларатчӗ; аслӑраххи — ҫинҫешке те хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскер — сасартӑк питне алӑ тупанӗсемпе хупласа илчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем чӗтреме пуҫларӗҫ, гимназист кӗнекене ывӑтса ячӗ, ҫамрӑк хӗрарӑмӗ ура ҫине сиксе тӑрса тухса тарсассӑн, гимназист хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскерӗ умне чӗркуҫленсе ларчӗ те, унӑн аллисене чуптума тапратрӗ. — Калама кирлӗ те мар, чунӑм, — терӗ ӑна чарса Мартини. Пирӗн ҫине пӑхсан, питӗ тӗлӗнмелле курӑнӗччӗ — пурте варланса пӗтнӗ матрос куртки тӑхӑннӑ, мансӑр пуҫне пурте шӑл таранччен хӗҫпӑшалланнӑ. Тыткӑнри ҫынсен караванӗсем икӗ ҫулпа ҫӳреҫҫӗ: пӗрремӗш рулӗ хӗвеланӑҫнелле Португали колонине, Анголӑпа, каять, иккӗмӗшӗ — хӗвелтухӑҫнелле, Мозамбика. Эсӗ, Фёдор, хӑвах пӗлетӗн, ура ҫинче те аран ҫеҫ тытӑнса тӑратӑп пулсан, манран начар чекист тухать ӗнтӗ. — Туслӑх-и?.. — ыйтрӗ хут пӗлмен мучи. Ҫилнӗкрен кӗрсе, Егорушкӑпа Дениска тӗттӗм ҫӗрте картлашкапа хӑпарчӗҫ те, коридорпа иртсе, пӗр пӗчӗк пӳлӗме пырса кӗчӗҫ; унта чӑнах та сӗтел хушшинче Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе лараҫҫӗ иккен. Пурте ҫак ялта пурӑнакан ҫынсем нумай пӗтнӗ пулӗ, тесе шутланӑ анчах тӗттӗм пирки тата ҫынсем унӑн-кунӑн чупкаланӑ пирки, мӗн чухлӗ пӗтнине тӗрӗссипе пӗлме май пулман. Фелимӑн хӑй хуҫине ҫапла пӑрахса хӑварас шухӑш пачах пулман. Халӗ ӗнтӗ Дубровскин алӑ пусмалла. — Вӑл манран: — Ӑҫтисем эсӗ, ӑҫта каятӑн, мӗн тума? — тесе ыйтрӗ. — Пӗлместӗп. Ҫакӑн пекех пулчӗ ҫав пирӗн калаҫу та — е тавраран иртмелле пулчӗ, е каялла ҫаврӑнма тиврӗ, мӗн ачаран, шкулта вӗреннӗ чухнех лайӑх пӗлсе тӑнӑ ҫӗртех хӳмесем пирӗн тӗле килсе тухрӗҫ. — Тавтапуҫ, — мӗн вара эсир?! Вырсарникун хӑнасем пуҫтарӑнчӗҫ, вӗсем иккӗш каллех сӗрме купӑс каларӗҫ. — Николай Артемьич! — кӑштах чаплӑн пуҫларӗ лакей: — эсир пирӗн улпутӑмӑр. — Манӑн каяс-и е ҫук-и? — сӳрӗккӗн ыйтрӗ Огарнова ҫӳҫӗсене пуҫтарса; хӑй вара, вӗсем патӗнченех иртсе пыракан темӗнле колхозника паллаттарас мар тенӗ пек, ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ. Анчах ӑҫта сире! Ҫавӑнпа эпӗ, Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифорович дворянин, Миргородри повет судне пурне те илтмелле пӗлтеретӗп — ҫав прошенине хӑмӑр сыснаран е унпа пӗр кавара килнӗ Перерепенко дворянинтан шыраса илсе, ун тӑрӑх ман майлӑ татса паракан тӗрӗс решени йышӑнмасан, эпӗ Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров дворянин, ҫак судӑн саккуна хирӗҫле ӗҫӗсем ҫинчен палатӑна жалоба паратӑп, хам ӗҫе йӗркеллӗ формӑпа унта куҫарма тытӑнатӑп. Юлашкинчен вӑл вырӑн ҫинчен тӑнӑ, унӑн пичӗ ахаль чухнехинчен те ытларах шурӑхса кайнӑ, пуҫӗ чӑнласах та ыратнӑ. — Эсир йӑнӑшмастӑр-и? — ыйтрӗ вӑл Лизӑран. Анчах тата ытларах вӗсем пӗр-пӗрне гимназия ҫинчен каласа кӑтартатчӗҫ, учительсем пирки кӑмӑлсӑр пулнисене каласа паратчӗҫ; вӗсен каласа кӑтартнисене итлесе, эпӗ хама-хам юлташсенчен ирӗклӗрех пулнине туяттӑм, вӗсен чӑтӑмлӑх вӑйӗнчен пит тӗлӗнеттӗм, анчах ҫапах та вӗсенчен кӗвӗҫеттӗм вӗсем вӗренеҫҫӗ! — Итлетӗп, сэр! Епле тесен те ҫынна вӗлерни пулса тӑчӗ. Эпӗ куншӑн нимӗн чухлӗ те хӗрхенместӗп, анчах айӑпа ман ҫине, королевская таможнӗн начальникӗ ҫине йӑвантаракан ҫынсем тупӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл куҫне уҫнӑ чух — пӳлӗме хӗллехи уяр кунӑн сивӗ те шурӑ ҫути кӗретчӗ; кил хуҫи, аллине кӗнеке тытса, диван ҫинче выртатчӗ-ха, хӑй пек мар йӑл кулса, ӑна питӗнчен пӑхатчӗ. — Эсир пӗлетӗр-и, мӗн каланӑ Дохтуров генерал пехота адъютанчӗсем пирки? Вӑл вӗсене хирӗҫ аран-аран шӑвать. Базаров Одинцова ҫине куҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗ. Эпӗ ун чухне пысӑкчӗ. Кӗр, Джордж Джексон. — Кампа? — Ҫапла ҫав, халӗ санӑн суйласа илес пулать, — терӗ Сильвер. Тепӗр самантранах княжна галлерейӑран амӑшӗпе тата хайхи капӑр ҫынпа пӗрле тухрӗ, Грушницкий умӗнчен иртсе кайнӑ чух вӑл хӑйне ҫав тери чаплӑ та мӑн кӑмӑллӑ тытнӑ пек турӗ, — ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, лешӗ ун ҫине ҫунса тӑракан куҫӗсемпе пӑхнине те асӑрхамарӗ вӑл. Унтан сасартӑк, вӗҫерӗнсе тухса, чупса кайрӗ те, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, хӑйсен хапхинчен пӑрӑнса кӗчӗ. Эсӗ яланах манӑн чӗрере тӑратӑн, мӗншӗн тесен санӑн хулпуҫҫи ҫинче пуҫ пур. Чумандрин алӑк уҫҫисен ҫыххине алли ҫинче ывӑтса илчӗ те, палламан ҫын хӑй ҫинчен ытларах каласа кӑтартасса кӗтсе пулас, ҫыру сӗтелӗ ҫинчи хутсене ҫавӑрса хучӗ. Нумаях пулмасть-ха унӑн ешӗл пахча ҫимӗҫпе тулса ларнӑ урапи йӗри-тавра усламҫӑ хӗрарӑмсемпе привратницӑсем кӗпӗрленсе тӑнӑ, анчах халь вӗсем ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхман, пӑрӑнса утнӑ. Давыдов хӑй ӑшӗнче ҫаплах иккӗленсе ларчӗ: Макара хытах хӗстермелле-ши е ҫук-ши? Людмилӑн ашшӗ, пӗр хӗрӗх ҫул ҫитнӗ хитре арҫын, кӑтраскер те уссилӗскер, хӑйӗн ҫӑра куҫхаршийӗсене темле ӑраснах ҫӗнтерӳллӗн вылятса ҫӳрет. Анчах пирӗн ҫине Испани — Пиренейӑран, Итали — Альпа тӑвӗсем урлӑ, Германи — Рейнран ҫӗкленет. — Пултаратӑп! Ача хӗр патнелле туртӑнчӗ те хӗрӗн кӑвак бешмечӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан шӑрҫа ярӑмӗнчен кӳпшек аллипе ярса тытрӗ. Енчен пӗр-пӗр метеорпа ҫапӑнса ванмасан е тата ӑна ҫынсем кайран Ҫӗр ҫине каялла антарас тесе планетӑсем хушшинче вӗҫекен карап ҫине ларса хӑвалама тытӑнмасан (вӑл совет ҫыннисен космоса пӑхӑнтарас енӗпе тунӑ калама ҫук чаплӑ палӑкӗ-ҫке-ха), — ҫав планета хӑйӗн вымпелӗпе миллиардшар-миллиардшар ҫул тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫӗ. Лось васкамасть-ха, урисен тӗлӗнче темӗскере тӗпчет тейӗн. Бирюк ответлемерӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл кӗнеке ҫинче хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсен, зодиак, тропикӑсен, поляр ункисен, тӗрлӗ тӳремҫисемпе стереометри фигурисен ӳкерчӗкӗсене кӑтартрӗ. Ҫук, тусӑм, Ла-Тург лайӑх та шанчӑклӑ крепость, унта сыхланма та ҫӑмӑл, анчах юлашки минутра тарас тесе санӑн ҫӗр айӗнчи ҫулна шанса тӑракан ҫын ухмах пулать. Пилӗк ҫулпах килӗшрӗмӗр вара. Макҫӑм панӑ сӗнӳ тӑрӑх тунӑ кулленхи йӗркене пула, суккӑр ача хӑй тума тивӗҫлӗ ӗҫсене, мӗн май килнӗ таран, хӑй тӗллӗнех туса пырать, ҫакӑ вара питех те усӑллӑ пулчӗ. — Мӗн пӗлтерчӗҫ вара сана? Ӑна антарсан лайӑх пулмӗ-ши, — терӗ сквайр. Ӑҫтан пӗлӗн, тен, ӑслӑ йытӑ ҫакӑнпа хӑйӗн шухӑшне каласа парасшӑнччӗ пуль, Реомюр сулхӑнра та вӑтӑр икӗ градус кӑтартнӑ чухне акробатла вӑйӑ туни килӗшӳллӗ мар тесе каласшӑн пулчӗ пуль? Ӗҫе тытӑнма вӑхӑт ҫитрӗ. Вӑл татах итлерӗ, унтан, чӗрне вӗҫҫӗн утса, шӑпах пирӗн хушша пырса тӑчӗ: пӳрнене тӑссанах ӑна лектерме пулать. — Черньӑна памастӑп эпӗ! Эпӗ арчана илтӗм те тухса кайрӑм… Вӑл — меслетсӗр вӑйлӑ… Нимӗн те курас мар тесе, вӑл хуҫалӑхра хӗрсе кайса ӗҫлетчӗ, кил-ҫурт тирпейлетчӗ, тумланатчӗ, ачасене тумлантаратчӗ, пӑхатчӗ, вӗрентетчӗ. Елена вӗсене аллине илсе ҫавӑркаласа пӑхрӗ. — Учитель! — илтӗнчӗҫ сасӑсем. Кичем те йӑлӑхтарса ҫитернӗ ҫулҫӳревӗн пиллӗкмӗш кунӗнче кӑна эпӗ ҫак утравсенчен чи хӗвелтухӑҫӗ енче ларакан утравӗ ҫине ҫитрӗм. Унтан Давыдов, кӗтмен сӑмаха илтнипе кӑштах анранӑскер, ҫапла ыйтрӗ: — Мӗншӗн апла вара? Икӗ сехетрен эпӗ темӗскер хытӑ чӗтренипе вӑранса кайрӑм. Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн пурте кӑвайт тавра вырнаҫрӗҫ, вӗсен умӗнче йывӑҫа васкавлӑн ҫисе пырса вут ҫунчӗ, хыҫалта вӑрманпа пӗлӗте хупласа, ҫӑра тӗттӗм тӑчӗ. Вӗсем ун ҫырӑвӗсене вӑрттӑн илсе тухаҫҫӗ, ӑна вӑрттӑн ответсем илсе кӗреҫҫӗ, ҫавна та чарма пултараймастӑп эпӗ. Пӑшал сассисем илтӗнсе кайрӗҫ. Паян калаймастӑп. Каллех ӗнтӗ: «Ю-юрату — мӗскер-ши вӑл?..» — Ҫук, манӑн куҫа темӗн те пӗр курӑнса пычӗ, халӗ ӗнтӗ иртсе кайрӗ. Маркиз ирӗке тухсан, ури айӗнче улӑх пулнине туйса илчӗ, хӑй умӗнче пӗр икҫӗр утӑмра вӑрман хӗрри тата анлӑ уй-хир иккенне курсан, вӑрманта хӑйне хӑтаракан тӗттӗм ҫӗр тата ирӗклӗхпе пурнӑҫ кӗтнине ӑнланчӗ те чарӑнса тӑчӗ. Пӗр минута яхӑн ним хускалмасӑр, кӗтмен ҫӗртен юрӑхсӑр ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн: тӗрӗс тунӑ-ши, каялла таврӑнмалла мар-ши, тесе шухӑшласа тӑракан ҫын пек, ним тума аптраса тӑчӗ. Унашкал шухӑш вилекен ҫыннӑн кӑна пулать пуль ҫав! Пурӑнаттӑм хама май, никам та мана пӗлместчӗ, сасартӑк Сталин юлташ хӑҫан та пулин ман ҫинчен аса илӗ те: ҫав Ступина Анна мӗнле пурӑнать унта, тӗрӗсле-ха, тейӗ… — Ара. Марко тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Вилӗм вӑл темех мар, лайӑх япалах, анчах ҫылӑх каҫарттармасӑр вилмелле мар. Усал вилӗм вара — чӑтма ҫук начар япала. Тӗксӗм тӗслӗ йӗрсемпе пӑнчӑсем — Марсӑн тинӗсӗсене кӑтартаҫҫӗ; хӗрлӗрех сарӑ тӗспе сарӑлса выртакан лаптӑка типӗ ҫӗр тенӗ. Вӗсен шухӑшӗпе Ҫӗр ҫинчен пӗлӗт патне ҫитме инҫе те мар пек туйӑннӑ. Самуил чарӑнчӗ, куҫне пӗр сиктермесӗр таҫта аякка пӑхса тӑчӗ. Павел калав пӗтнине те туймарӗ. Ҫул ҫинче пынӑ хушӑрах мӗскӗн хӗре хӑтарас пирки апла та, капла та шухӑшласа пӑхрӑм, анчах нимӗнех те шухӑшласа кӑлараймарӑм. Тенкӗрен катӑк пулас ҫук. Сӑмах ҫав сунарҫӑсене вӗлерекенни ҫине куҫрӗ, Огняновӑн ятне те, сӑнне-питне те аван пӗлеҫҫӗ иккен. Ҫак катари кӗтесре те ун пирки тӗрлӗ-тӗрлӗ халап ҫӳрет. Вӗсен ывӑлӗ чӑн малтанах ялти тиечук патӗнче вӗреннӗ. Мӗнне хӑв туянтӑн эс кунта, э? — Мӗн мурне кирлӗ пире ҫак пӑлхав! — Ну, хӑвӑрӑн пурнӑҫ ҫавнашкал тесе мухтанса каламастӑр пулсан, эпӗ килтен ниҫта та кайман пулӑттӑм. — Йытӑ, сэр, — терӗм эпӗ. — Сире мистер Трелони пирӗн вӑрӑ-хурахсем ҫинчен каласа кӑтартмарӗ-им вара? Эпӗ, лӑпкӑнрах вулас тесе, сывлӑша ытларах ҫӑтса илетӗп: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк». Йӗкӗт ҫывӑхах ҫитсе тӑчӗ, аллине ҫар ҫынни пек кепка сӑмси ҫумне тытрӗ: — Эсир ял Советӗнчен мар-и? Лактометр ҫӗмӗрни лайӑх-ха вӑл, тет, кашни хутчен сӗт ҫине чике-чике тӗнке тухатчӗ, тет. Пуҫ пӑтавкка пек пулса кайрӗ, хӑлха шавлать, лӗпкере, самантлӑха та чарӑнмасӑр, тӳрккес ырату нӑйкӑшать, — калӑн, ӑна такамӑн ҫемҫе те питӗ вӑйлӑ алли хирсе хӗстерет. — Пӗве, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Йывӑр ҫын пулнӑ май, Наталья, мӑнтӑр кӑвакал пек, енчен енне сулӑнкаласа утать; вӑл мӑнкӑмӑллӑн, вӑраххӑн, сӑмса витӗр каласа хучӗ: — Ман шутпа, гимнази вӑл сиенлӗ йӑла. Кам вӑрӑм ҫӳҫлӗ — малалла тухса тӑр! Мӗн хӑтланчӗҫ вӗт, э? — Вӑт, пурте пӗр-пӗрне пурӑнма пӗлместӗн теҫҫӗ, — мужиксем, матроссем калаҫҫӗ, Матрунь мӑнакки те хӑй ывӑлне ҫаплах калать; мӗн пӗлме кирлӗ-ха? Солтыс, литваҫ, тӑрӑшнӑран пӳлӗнсе те куҫӗсене тавӑрса хурса, кӑшкӑрса ярать: — Часовой вӑл никам пырса тӗкӗнейми ҫын. — Ку тата мӗне пӗлтерет? — тесе ыйтрӗ вӑл манран, ӑнланса илеймен пек. «Эх, мӗнле чаплӑ чӑсӑлса ӳкнӗ. Фу, епле тӗрӗклӗскер!» терӗ вӑл лашине чарса. Амӑшӗ кӗтесри ҫитсӑ чаршав хыҫӗнче ларакан кравать патне кайрӗ; Унтан, мана наказани парсан, эпӗ кӑмака хыҫне кӗрсе лартӑм, анне вара кукамая:— Чунсӑр ача, никама та юратмасть… — терӗ. Ҫак шухӑш хӑйӗнчен хӑй тӑрӑхланине те, хӑйне чыслӑ сӑмах панине те ҫӗнтерсе пычӗ. — Вӑйӑра эсир телейлӗ вара! — терӗм эпӗ Вулича… Владимир хирте аташса ҫӳренӗ, унӑн ҫул ҫине каялла тухма тӑрӑшни те ахалех пулнӑ; лаши ӑҫта килнӗ унта яра-яра пуснӑ, час-часах вӑл е кӗрт ҫине ашса кӗнӗ, е шӑтӑк-путӑка ана-ана кайнӑ. Лаҫсен лаптак тӑррисене лӑчах янтар пек хура ҫупкамсем хурса тултарнӑ, вӗсем хӗвел ҫинче шанаҫҫӗ. Хӑрушла ӗҫес килет, анчах шыв ҫук… Ирӗксӗрех хускалмасӑр пурӑнсан, мускулсем вырӑнне ҫу кӑна пулать, анчах Алексейӑн урисем ҫинчи тӗксӗмрех ӳт айӗнче мускулсемпе шӑнӑрсем ярӑм-ярӑмӑн палӑрса тӑнӑ, вӗсем татӑк урасем пек мар, нумай тата хӑвӑрт ҫӳрекен ҫынӑн лайӑх урисем пекех курӑннӑ. — Ӑна сан мӗн тума пӗлмелле? — шала кайнӑ сасӑпа ответ пачӗ вӑл. Ҫак сановник казначейство канцлерӗпе Флимнаппа пӗрле (ку хӑйӗн арӑмӗ пирки сирӗн ҫине ҫиленнӗ), Лимток генералпа, Лелькен обер-гафмейстерпа тата аслӑ судъепе — Бельмафпа пӗр каварлӑ пулса, сире тӑшмана сутӑннӑ тесе, тата ытти пысӑк преступленисем тунӑ тесе айӑплакан доклад ҫырнӑ», терӗ. Вӗсем уҫланках килсе тухрӗҫ. Ӑна шалти темле ют, вӑрттӑн вӑй туртса, сӗтӗрсе кайнӑн туйӑнать. Тӑватӑ ҫул иртсен, Ливингстон бечуансен облаҫӗнчи Колобенга куҫса кайнӑ, вӑл Куруманран икҫӗр ҫирӗм пилӗк миля ҫурҫӗререх. Эсир хӑвӑр та Севастополе ҫитни ҫинчен шухӑшласа илетӗр, ҫав самантра сирӗн чун-чӗрӗрте темӗнле вӑй-хӑват, мӑнаҫлӑх ҫӗкленетех вара, сирӗн юн тымарӗсем тӑрӑх юн тата хӑвӑртрах чупма пуҫлать… — Миҫере пулнӑ ун чухне Антоний? — ыйтрӗ Зинаида. — Булка, — терӗ Володя, пӗр кулмасӑрах питне кулӑшла туса хурса тата куҫӗсене тӗтрелетсе. Эпӗ авланас тетӗп; эпӗ тивӗҫлипе тӗрӗс ӗҫ тӑватӑп. Вара император ҫийӗнчех приказ кӑларса, таврари тӑхӑрҫӗр ярдри ялсен пурин те ман валли апат хатӗрлеме ирсерен ултшар вӑкӑр, хӗрӗхшер така тата килти ытти вак-тӗвек чӗрчун, кирлӗ таран ҫӑкӑрпа эрех тӑратма хушнӑ. Калама ҫук вӑйлӑ хумханнӑ хыҫҫӑн, Пӑван ним туйми пула пуҫларӗ. Анчах хуйхӑ унӑн хытса ларнӑ чӗрине темӗскерле йывӑр япала пекех пусса тӑнӑ. Эсӗ кам — турӑ-и? — кӑшкӑрчӗ Рыбин. Апат ҫителӗклӗ паманнипе эсир начарланса вӑйсӑрланса каятӑр, сирӗн апат анми пулать те, темиҫе уйӑхранах вилсе каятӑр. Санӑн ывӑлу, Пелагея, адвокат тытасшӑн пулнӑ, анчах манӑн — кирлӗ мар, тенӗ. Эпӗ каллех хулара, темӗн чухлӗ ҫын валли тунӑ пӗр тупӑк пек туйӑнакан икӗ хутлӑ шурӑ ҫуртра пурӑнатӑп. — Ман патӑма пӗр минутлӑха кӗрсе тухӑр-ха, — терӗ Берсенева Шубин, лешӗ Анна Васильевнӑпа сывпуллашсан, — манӑн сана кӑтартмаллисем пур. Вӑхӑтлӑха курӑннӑ хӗвел пӗлӗт хыҫне пытанчӗ, вара, сарлака ҫуначӗсемпе уҫӑ ҫиле яра-яра тытса, икӗ ҫеҫен хир ӑмӑрт кайӑкӗ ҫӳлелле ыткӑнчӗ. — Ҫынсем кирлӗ тетӗр тата! — терӗ Вячеслав Михайлович тӗлӗнсе. Ҫакӑнпа пурте килӗшрӗҫ. — Мӗнех, вӑл юрӑхлӑ. Амӑшӗн куҫне типӗ вӗри тӗтре пӗҫертсе илчӗ, вара вӑл сасартӑк ҫирӗпленнӗ кӗлеткипе пӗрре хускалсах ывӑлӗ хыҫне кайса тӑчӗ. Остап чарӑнчӗ. Сӑмах май каласан, кӗскен те нумай япаласем ҫинчен калаҫмалла мар чухне, калаҫма кирлӗ япаласене кӗсъерех чиксе е хул хушшинче хӗстерсе ҫӳреме пулать. Килте калаҫмалла пулсан вара ҫакнашкал ҫитменлӗхсем пӗрре те пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен калаҫма кирлӗ япаласем килтех, ал айӗнчех пулаҫҫӗ. Слива капитана вара, хӑйӗн кӗҫӗн офицерӗсене служба тивӗҫӗ тӗлӗшпе чӑн-чӑн ӑнлану парайманшӑн, строги выговор евитлетӗп. Адъютант ним пулман пек сӑнпала хисеплӗн те маттуррӑн чыс парса илчӗ. Лашине вӑл хӑех йӗнерлерӗ, йӗнер кӗҫҫине тӑрӑшсах шӑлкаласа майларӗ, хырӑмсалӑхне туртса хытарчӗ. Мӗншӗн хывӑнас? Хӑйӑклӑ витӗнкӗҫ айӗнчен пӗчӗк ача урисем курӑнаҫҫӗ. Ку вӑл — манӑн йӑмӑк. Кунта эпир тӑварсӑр шыв хатӗрлес тесе якӑр ярса чарӑнтӑмӑр. Анчах пирӗн карап шӑтса ун ӑшне шыв кӗме пуҫларӗ. Пирӗн вара таварсене пушатса карапа сӳс ҫапса мӑкласа питӗрмелле пулчӗ. Юлашкинчен капитан сив чирпе чирлесе ӳкрӗ. Пирӗн Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнче хӗл каҫмалла пулчӗ. Эх, ҫиленсе кайрӗ вара вӑл! Пурӑнаттӑмӑрччӗ-ҫке пурнӑҫне. Променад! — янӑрашрӗ Бобетинский, пӗтӗмпех малалла ӳпӗнсе, залӑ тӑрӑх вӗҫекен архангел евӗр ыткӑннӑ май. Зурин пунш пама хушрӗ, мана та — службӑна хӑнӑхасах пулать, пуншсӑр мӗнле служба вӑл! — текелесе, тутанса пӑхма сӗнчӗ. Мистер Бертон арӑмне тенкел шутарса пачӗ, унтан, хӑйӗн ҫӗнӗ шӑлаварне чӗркуҫҫи ҫинерех тирпейлӗн туртса ҫӗклерӗ те хӑй те унпа юнашар ларчӗ. (ку ята вӑл уйрӑмах тӑрӑхласа каларӗ), маттур… ну, тата тепӗр хут… вӑт ҫапла» т. ыт. те. — Марко бай, мӗн пулчӗ сире? — унӑн пӑшӑрханнӑ пит-куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ тухтӑр. Хӗҫпӑшалсӑрланнӑ, анчах вӑйне сыхласа хӑварнӑ. Пичче сӑмахӗсемпе хавхаланни манӑн пуҫӑмран сӗвӗрӗлсе чакма пуҫласан та, ҫапах та эпӗ Ҫӗр варрине кӑйса курас ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассин ӗнентӗм. Кирлӗ пулсан, ҫынсене хӗрхенместӗп эпӗ, анчах кун пек майпа мар. Иха кресло ҫинчен шуса анчӗ, тӗкӗре сӳнтерсен, цифрӑллӑ хӑма умӗнче чылайччен айкашрӗ, ҫуткӑҫсене шӑтӑксене лектереймест. Анчах, мӗн пулсан та, эпӗ сирӗн сӑмахӑрсене итлесе лартӑм. Ҫапла вара, вӗсем хушшинче ҫыхӑну пулнипе электричество токӗсем ҫуралса тухма тивӗҫ, ионсем улшӑнса тӑмалла. Пӑчӑ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарать пулас. Этем сывлӑхӗшӗн питех те паха шутланакан ҫак изобретени пӗр инкек пулман пулсан анлӑн сарӑлма пултарнӑ пулӗччӗ. Анчах хӗрарӑмсем, ниме вӗренмен ҫынсемпе калаҫса татӑлса, пӑлхав тапратса ярассипе хӑратнӑ. Вӗсем татӑклӑнах хӑйсен чӗлхине пур енчен те ирӗклӗ чӗлхе тумашкӑн ыйтнӑ. Тӗрӗссипех ӗнтӗ, ниме вӗренмен хура халӑх вӑл наукӑн килӗшмелле мар тӑшманӗ пулса тӑрать. Ача ҫумне чӗркуҫленсе ларса вӑл макӑрса ячӗ. Вӑтамран ҫӗр аллӑ футран сарлаках мар палламан юханшыв ҫинче ишнӗ чух халлӗхе ним те пулса иртмерӗ. Ним хускалмасӑр, ним чухламасӑр тӑчӗ вӑл пӗр минута яхӑн хӑйӗн чаплӑ мастерскойӗнче. Анчах ку ӑна йӑлӑхтарсан, вӑл сире улталас пулсан? Анчах ҫавӑнтах вӑл аса килет те — тытӑнаймастӑн вара… Шултӑра, кӑпка юр ҫунӑ, чул сарнӑ урапа, лашасен ҫурӑмӗсене, лавҫӑсен ҫӗлӗкӗсене шуратнӑ, ҫавӑнпа сывлӑшра тӗттӗмленсе пынӑҫемӗн япаласем те шурӑрах курӑннӑ. Питӗ сӑпайлӑ, вӑтанчӑк вӑл пирӗн… Снарядсем ӳксе ҫурӑлни ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать. Ежов сасси кисренсе, чанкӑртатса кайнӑ, пуҫӗ чӗтренме пуҫланӑ. Курӑпӑр-ха. Кама пӑрахса каять вӑл кунтан? Вӑл эсир пӑрахутсем ҫинчен каласа парса, ӑна арестлеттернӗ тесе ҫырнӑ. Уяр каҫ тӗнче енӗсене компассӑр та палӑртма пулать, тӳпере Поляр ҫӑлтӑрне кӑна тупмалла. — Ҫук, эсир ним те пӗлместӗр, — тенӗ татах вӑл, Кольхауна сӑн-питӗнчен пӑхса илсе. Мӗн пулса тӑчӗ, тетӗп… — Мана хама ӗлӗкхилле вӗрентнӗ, нумайӑшне эпӗ маннӑ та ӗнтӗ, апла пулин те ыттисем пек мар, урӑхла пурӑнатӑп. Ниепле уйӑрса илеймерӗм эпӗ: юмӑҫ пӑхма килӗшменни тата шӑпа пирки тӗтреллӗн систерни ӑрӑмҫӑн вылявлӑ мелӗ кӑна-ши е вӑл хӑй каланине чӑн-чӑннипех ӗненет, анчах мана тепле аван мар пулса кайрӗ, кӑшт шиклӗрех те-ха. Халӗ ӗнтӗ ҫав формулӑсем чӗрӗлсе тӑчӗҫ те маншӑн та ҫав сӑн-сӑпат кулленхи асапӑм пулчӗ. — Каламарӗ, — терӗм эпӗ хӗрелсе. Огнянов канса сывлӑш ҫавӑрчӗ. Мӑнастир кӗтӳҫисем хӑйне кӳрентернӗ чух вӑл вӗсене Руссианпа хӑратнӑ: «Чимӗр-ха, ак Руссиана калатӑп та, вӑл сире пусса вӗлерӗ!» тесе, мӑйне каснӑ пек туса кӑтартнӑ, юрать-ха, ҫав мӗне пӗлтернине никам та ӑнланман. Итлес теместӗр-и? Зеб Стумпа свидетель вырӑнне тӑма чӗнеҫҫӗ. — Пултаратӑп, — тавӑрчӗ Анна Сергеевна кӑштах иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн. Вара хамӑн вырӑн ҫине сад еннелле пӑхса выртатӑп та, вӑрамтунасенчен, ҫара ҫерҫисенчен сыхланма май пур таран лайӑхрах витӗнсе, сад ҫине тинкеретӗп, ҫӗрлехи сас-чӗве тӑнлатӑп тата юратупа телей ҫинчен шухӑшлатӑп. Ӑна пӑртак астуса пӑхни палӑрнӑ пулин те, ку ӗнтӗ хурӑнташӑн пӑхма кирлӗ пирки ҫеҫ пулнӑ. Ку шухӑш чӑн пулма та пултарать тесе каланӑ пулӑттӑм эпӗ: ҫыран пуш-пушах, кунта ҫынсем килсе ҫӳремеҫҫӗ те-и, тен? Манӑн пӗрре те вӑйӑм юлмарӗ, шӑннипе тата хырӑм выҫнипе эпӗ пӗтӗмпех халтан кайрӑм. Ман хуҫасем, ҫывӑх ҫынсене хӗнесе асап кӑтартнӑ пек, пӑхса выляса ҫеҫ тӑратчӗҫ, хӑйсем ҫав тери сӑваплӑ, йывӑр та кичемлӗ пурӑннӑшӑн пурне те тавӑрнӑ пек туйӑнатчӗ. Ман пата ҫырас тесен эсӗ Ҫурҫӗр флотне ҫыр. Полярное, политуправление, Р. контрадмирала, ман валли тесе ҫыр. Вӗсем манӑн шухӑшра ҫамрӑк ҫыннӑн чӑрсӑрлӑхӗпе харсӑрлӑхне ҫеҫ курчӗҫ, темелле. Кунта ӑна пурте кӑмӑла кайрӗ, вӑхӑтлӑх общежитинчи кансӗрлӗхсем те вӑл хӑй ӗмӗтне пурнӑҫласси патне ҫывхарни ҫинчен аса илтерчӗҫ. Вӗсем ман ҫине хаяррӑн вӗрме тытӑнчӗҫ. Чӗрӗк минут та иртмерӗ пулӗ, мана пур енчен те йытӑ эшкерӗ хупӑрласа илчӗ. Эпӗ — урапа кӳпчекӗ, вӗсем шӑлӗсем тейӗн. Вунпилӗк йытта яхӑн. Мӑйӗсене тӑсса, пӗр таттисӗр вӗреҫҫӗ. Кӗҫех вӗсем татах хушӑнчӗҫ — хӳме урлӑ сике-сике каҫаҫҫӗ, кӗтессенчен чупса тухаҫҫӗ — пӗтӗм енчен пуҫтарӑнаҫҫӗ. — Тӗлӗкре эпӗ… сана та, Макҫӑма та курнӑ пек, тата… тата хам чиперех курнине те куртӑм… Мӗн тери аван, мӗн тери аван, анне! — Тата мӗн куртӑн-ха, ачам? Ну, кам чи малтан ҫывхарать? Эсир мана каллех аристократка теесшӗн пулмалла? Эпӗ ҫакна йӑлтах куртӑм, вара ҫапла шухӑшларӑм: «Вӑл эпӗ мӗн туйнинех туйрӗ, унӑн та, манӑнни пекех, ҫӗнӗ, халиччен пӗлмен туйӑмсем ҫуралчӗҫ, аса килчӗҫ…» — Эсӗ мана йӗркеллӗн ӑнлантарса пар: сансӑр пуҫне унта ӗҫлеме пултараҫҫӗ-и е ҫук-и? Хӑнара чухне стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫӳремен сехете курсан, сехет ӑстин ӑна ҫав тери хута ярасси килет, ҫавӑн пекех кит сунарҫине те, океанра ишекен кита курсан, ӑна хӑвӑртрах гарпунпа тытас хӗрӳллӗ туйӑм ҫавӑрса илет. Тен, Тосканӑпа Пьемонтра, ҫав петицисене хӗрӳлӗх вырӑнне хураҫҫӗ пуль, анчах Неапольте пӗртте апла мар. Манӑн ӗҫ — сунара ҫӳресси, мӗнпур вӑхӑтӑм ҫавӑнта иртет. Базаров ҫыру тӑрӑх куҫӗсемпе хӑвӑрт чупса тухрӗ те, кӑкӑрӗнче сасартӑк хыпса тухнӑ ҫилӗллӗ хаваслӑха палӑртас мар тесе, хӑйне аран тытса чарчӗ. Ҫапла ырӑ вӑхӑтсем килессе кӗтсе, Паганель хӑйӗн пырне те хӗрхенмесӗр, испанилле сӑмахсене калама пӗлес йывӑрлӑха ҫӗнтерсе илесшӗн ҫул тӑрӑшшӗпех тертленсе пырать, ҫавӑнпа пӗрлех географиллӗ сӑнавсене тума та манса каямасть. Ку тӗлӗшрен вӑл калама та ҫук нумай пӗлет, унпа никам та тавлашма пултараймасть. Ман кравать ҫийӗн Ярмола тӑратчӗ. Ирхине вӗсем ҫын алтунийӗ хулӑнӑш ӳсентӑрансем явкаласа пӗтернӗ йывӑҫсем ларакан вӑрмана кӗчӗҫ. Чӗрене чиксе йӗплени часах иртсе кайрӗ, пуҫӗ пӑртак ҫаврӑнни те иртрӗ. — Ҫав тери паха ҫын, ай-ай-ай… Вӗсен тӗлӗнчен иртсе кайсан, хӑй хыҫӗнчен тарӑхнипе хӑйӑлтатса тухакан сасӑ янӑраса юлнине илтрӗ: — Сана, шуйттана, хӑвна таптаса ан кайччӑр! Асту, тирӗнсе анӑн-ха… Шыв шӑнкӑртатать, аякри курӑнми ҫавра тӳпемсенчен нӳрӗк тумламӗсем пӗр евӗрлӗн ӳкеҫҫӗ. Ҫакӑн пек айванла кӑмӑлӑмпа ӗнтӗ эпӗ салтӑнмалли пӳлӗме тухрӑм, Катьӑпа тӗл пултӑм. Камышинран Мускава, Маресьевсем патне, ватӑ амӑшӗ куҫса пынӑ, вӑл халӗ вӗсемпе пӗрле пурӑнать, хӑйӗн ачисемшӗн савӑнать, чи пӗчӗк Маресьева пӑхать. Платйи айӗнчен унӑн ҫап-ҫаврака, вӑйлӑ пӗҫҫи чӑп-чӑмӑррӑн та яп-якан палӑрса тухрӗ. Эпӗ Джима хулара хӗрарӑмпа мӗн калаҫнине пӗлтертӗм; вӑл чее тӑхлачӑ, енчен пире йӗрлеме хӑй тухсан, кӑвайт умӗнче ҫӗрӗпе киленсе лармӗ, — ҫук, сэр, вӑл хӑйпе пӗрле йытӑ та илсе пырӗ», — терӗ Джим. Вӗсем икӗ сехет калаҫса ларчӗҫ. «Пилигрим» шхуна 1873 ҫулхи февралӗн 2-мӗшӗнче «Пилигрим» ятлӑ тонселлӗ шхуна, Гринвичран шутласан, кӑнтӑр широтин 43°57', хӗвеланӑҫ долготин 165°19' тӗлӗнче ишрӗ. Хӳшӗрен тухса, вӑл чул ту патнелле каять. Старикӗн сылтӑм алли урайне ҫитиех усӑнса аннӑ, пуҫӗ кӑкри ҫине усӑннӑ, ҫак сивӗнсе те ҫитмен кӗлеткере ӗнтӗ пурӑнӑҫ паллисем пулман. — Ашак та йӗксӗк кӑна ман пирки ҫавӑн пек калама пултарнӑ. — Ӑҫта тата? Эпир иккӗмӗш пӳлӗме кӗтӗмӗр. Вӑл турилккепе кӑшласа янӑ селедка шӑммине ҫӗклесе пыратчӗ, юнашар пӳлӗм алӑкне урипе тӗртсе хупнӑ май, сӑмахсене пат татса ыйтрӗ: — Сире мӗн кирлӗ? Эпӗ Засекинсем патӗнче пулни ҫинчен аттене тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑм. Грузчиксем кӑмӑлсӑр пулса мӑкӑртатрӗҫ, ятлаҫса пычӗҫ, ҫумӑра, ҫиле, пурӑнӑҫа ылханчӗҫ, сивӗпе нӳрлӗхрен пытанма пикенсе палуба тӑрӑх кахаллӑн шӑвӑнчӗҫ. Вӑл ниепле те ӑнланма пултараймарӗ: мӗн вара ку, епле-ха капла? Мӗнпе илетчӗ-ха вӑл? Унӑн лётчикӗсем сывлӑшри ҫапӑҫура нимӗҫ истребителӗсене пӗр ҫирӗм километра яхӑн аэродромран аяккалла илсе кайрӗҫ, вӑл хӑй те, нимӗҫсен «хӗскӗчӗнчен» хӑтӑлса тухнӑ хыҫҫӑн тата кӑштах хӗвелтухӑҫнелле вӗҫрӗ пулас. Людмила ман пата каялла килчӗ, хӑй туйипе картишӗнчи хӑйӑр ӑшнелле тарӑн тӑрӑнтара-тӑрӑнтара утса пычӗ. Маориецсем паҫӑрхи пекех сӑрт айӗнче тӑраҫҫӗ, европеецсене курсанах хӑйсем йӗркесӗр кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ. Тупӑка раща витӗр ҫӗклесе кайрӗҫ. Чиркӳ ҫав раща леш енче пулнӑ. — Паллах ӗнтӗ… — Тӑхтатӑп. Эпӗ ӑна мӗн тери юратнине хӑвӑр пӗлетӗр! Вӑл кӑшкӑрса ячӗ, ман алла вӗҫертрӗ. Хӑшпӗр вӑхӑтра ҫапла тӑрмашнӑ чух ӑна леккелет те, анчах тепӗр чухне ырӑпах иртсе каять; хӑш чух тата вӑл пӑрахутсем ҫинчен ывӑтнӑ ҫӗрӗк пахча ҫимӗҫсем, апат юлашкисем те тупкалать. — Мӗнле эпир иксӗмӗр те телейсӗрскерсем… — ассӑн сывласа янӑ Любовь. Пӗлсем: хӗвел сӳннӗ кӑмрӑка куҫать, ҫӑлтӑрсем тӳперен куҫа-куҫа анаҫҫӗ, Усал Талцетл ҫут тӗнче ҫийӗн сӳнет. Анчах эсӗ, хӗрарӑм, вилӗмсӗрлӗх вучӗ умӗнчеаллусене ун еннелле тӑсса ларатӑн. Тата — пурнӑҫшӑн чӗрӗлсе вӑранасса кӗтекенсен сассине, Хӑвӑн ӑшун тӗттӗмлӗхӗнчи сасса итлетӗн. …………………………………………………………………………………………… «Тӑхта-ха, чарӑн, Левко! Лашуна парса ярӑн-и? Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — Эсӗ, мучи, йӗркипе каласа пар-ха, атту эсӗ, ҫерҫи пек, пӗр турат ҫинчен теприн ҫине сикетӗн, ӑҫта пуҫламӑшӗ, ӑҫта вӗҫӗ пулнине те ӑнланса илме ҫук, — терӗ Дубцов. Сутса ярӑр вӗсене! Акӑ вӑл, телей, акӑ унӑн хӗвел пек ҫутӑ сӑн-сӑпачӗ! Унтан ҫитмӗл тӑватӑ кун утнӑ хыҫҫӑн Танганьика Ньянгвери пысӑк чура пасарне, Ливингстонпа Камерон пулнӑ пасара, ҫитнӗ. Чӗртсе ярӑр ӑна, ҫунтарӑр, шуйттанӑн шӑмми-шакки те ан юлтӑр ҫак ҫӗр ҫинче!» Хӗрпултӑрӗ, тултисем мӗнле шут тытнине илтсе, хӑранипе кӑшкӑрма пуҫларӗ. Вӗсем мӗнле хыпаланнинчен тата калаҫнинчен вӗсем темле инкек пулассине сисни курӑнчӗ. Эй, Катр-фаж! Э? Эпӗ сире юратнӑ, халӗ те юрататӑп-ха, пӗлетӗп, мана ҫак туйӑмран уйрӑлма ҫӑмӑлах пулмасть, часах та мар-тӑр-ха. Левко вара чӑнах та хӑйне темиҫенех ярса илнине туйрӗ, хӑшпӗрисен аллисем, хӑранипе ӗнтӗ, чӗтреҫҫӗ. Ку тӗрӗс, куна хирӗҫлесе эпӗ нимӗн те калаймастӑп. Джим — негр-ҫке тата, ку мӗне кирлине ӑнланаймасть вӑл, Европӑра ҫапла тӑваҫҫӗ тесен те ӑнланса илейрес ҫук… Ҫук, ҫавӑнпа пӑрахма лекет ку шухӑша! Хӗрсене лайӑх ҫынсене качча патӑм, ывӑлсенчен ҫын турӑм, халь пӗтӗмпех ирӗклӗ этем, мӗн тумаллине тунӑ, ӑҫта каяс тен; ҫавӑнта кай. — Пирӗн мӗн ӗҫ? Сетка ҫаврашка, тапӑсем илтӗм, решеткесем туса тултартӑм та, тул ҫутӑласпа ҫырмара тӗмӗсем хушшинче ларатӑп, кукамай михӗпе тата карсинкӑпала вӑрман тӑрӑх юлашки кӑмписене палан, мӑйӑр татса ҫӳрет. Шурочка ун хулпуҫҫийӗ ҫумне пичӗпе хыттӑн-хыттӑн ҫыпӑҫса ларчӗ те хӗрӳллӗн хыпкаланса тавӑрчӗ: — Ун чухне — паллах. Палуба тӑрӑх каллӗ-маллӗ чупса ҫӳрекен Динго ҫак самантра карап пуҫнелле ыткӑнчӗ те, ҫӗр ҫине пӑхса, вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн уласа ячӗ. — Вуламан, — терӗм эпӗ, ӳкӗнсе. Хаваслӑ калаҫу «сӗтел» хушшинче те лӑпланмарӗ. Унӑн повесть е пысӑк романах ҫырасси киле-киле каятчӗ, ҫав япалан тӗп йӗрӗ — канви — ҫар пурнӑҫӗнчи тискерлӗхпе кичемлӗх пулмаллаччӗ. Вӑл капитан Миронов хӗре иккенне Пугачев пӗлмест; ҫилленнӗ Швабрин ҫакӑн ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пама пултарать; Бомбёжка хӑрушӑ япала иккенне пӗлмен-ха вӑл, ҫавӑнпа ӗнтӗ — пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ — ним чухлӗ те хӑрамарӗ. Павел васкамасӑр алӑк патнелле утрӗ, анчах тем аса илчӗ те, сӗтел патне ҫаврӑнса, Туфта умӗнче выртакан секретарь ҫырса панӑ хута илчӗ. Вӑл ҫывхарса ҫитсен, Артур ҫул варрине тухрӗ. Шурса кайнӑ онбаши ҫилленчӗклӗн сӑмах хушса хучӗ: — Куҫу пит ҫивчӗ санӑн, манах господин, темиҫе ҫул хушши пемен тенине шанас те килмест. Хамӑра пархатар кӑтартакан атте султана хирӗҫ, вӑл пире куҫ шӑрҫине сыхласа усранӑ пек пӑхать, пӗрчӗ ҫӳҫе пуҫӑмӑртан ӳкме памасть иккен те — ӑна хирӗҫ-и?.. Паттӑр ҫулҫӳревҫӗ ҫав тери вӑйсӑрланнӑ, вара 1869 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа ӑна йӑтса пынӑ. — Курмастӑн-им? — терӗ амӑшӗ сиввӗн. Ман пата кая юлса янӑ, тепӗр тесен, наука мӗн хушнине пӗтӗмпех тӑватпӑр. — Бризигелла хулинчен лайӑххи урӑх тупаймӑн. Юргин ӑнланать, тыткӑна лекнисен ушкӑнӗ траншейӑна ҫитсе кӗрсенех, пӗр вӑхӑтлӑха, пурте арпашӑнса кайма пултараҫҫӗ, хамӑр боецсем вара тӑшмана тивӗҫлипе кӗтсе илме те ӗлкӗреймӗҫ. Какай ҫиесси килнӗ-мӗн унӑн! — Манӑн урасем ҫук, — ответ пачӗ курсант, ҫаплах-ха телейлӗн кулса. Джон Мангльс Гленарвана Талькагуано бухтинелле кайма хушрӗ. Кунта вӑл тӗнче тавра кайма тухиччен малтан кӗрсе кӑмрӑк тиесе тухнӑ. — Ӗҫҫыннисем! Ку вара, ман палламан пӗлӗшӗм, яштака брюнет, ҫулӗпе ҫирӗм — ҫирӗм пиллӗксенче пулӗ, хӑйне ҫӑмӑллӑн та каҫӑррӑн тыткалать. — Ҫӑмӑлтарах, — терӗ Дятлов. Ак ҫӑраҫҫи! Юлашкинчен вӑл хӑй Беккие пӑрахса хӑварса разведкӑна кайни ҫинчен те каласа кӑтартрӗ: хӑй икӗ галерея витӗр тухни ҫинчен, хӑйӗн кантри мӗн чул ҫитнӗ таран виҫҫемӗш галерея тӑрӑх кайни ҫинчен каларӗ. Вара хулана куҫса кайма тивет. Туземецсем хӑйсен ӳчӗсене ҫапла тӗрленине вӑл Европӑри аристократсем хӑйсен чапне кӑтартма тесе лартса ҫӳрекен гербсемпе пӗр пекех туса шутлать. Сан ҫине пӑхса, эпӗ хам та сан пекех ҫамрӑк та илемлӗ пулнине аса илетӗп. Анчах хӑшпӗр чухне Яков Лукич вӑл питӗ йывӑр шухӑша кайса хӑшкӑлнине те тӗл пулкалать. Ҫав вӑхӑтра малалла Запорожье ҫарӗнчи чи ватӑ ҫын Касьян Бовдюг тухрӗ. Калӑн япала! Нимӗнле шанчӑк та ҫук. Вӑл путпилка ӳкерчӗ, аллисене ҫӗклерӗ те, хӑй турра ӗненме пӑрахнӑранпа унӑн ҫӑварӗнчен халь пӗрремӗш хут кӗлӗ сӑмахӗсем тухрӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ сӑмах Glasgow — Глазго порт ҫинче тытӑнса тӑракан судно ҫинчен пырать. Ку — хытӑ ҫӗр ҫинче. Чылайччен тавлашнӑ хыҫҫӑн талӑкра сухаламалли ҫак нормӑна ҫирӗплетрӗҫ: хытӑ ҫӗр ҫинче плуг пуҫне — 0,60 гектар, ҫемҫе ҫӗр ҫинче — 0,75 гектар сухаламалла. — Мӗн тума пултарнине эпӗ, сирӗн преосвященство, пурне те тӑватӑп, анчах манӑн тӗрмере ӗҫлекенсем ҫине шанмалла вӗт-ха, Риварес вара пӗтӗм хурал пуҫне ҫавӑрнӑ тейӗн. Ҫавӑнпа ӑна Актеонпа Остин ҫумӗнче, вӗсенчен аякка каймасӑр пыма хушсан, мӗскӗн Бенедикт пичче пач та хирӗҫлемерӗ, юлташӗсем хыҫҫӑн, суккӑр ҫын хӑйне ҫавӑтса ҫӳрекен хыҫҫӑн утнӑ пек, сӗнкӗлтетрӗ. Кун пек чӗлхепе французсене те хӑратма пулать. — Э! Юлашкинчен, эпӗ хирте тӗлӗнмелле чӗрчунсем асӑрхарӑм. Ҫакнашкал чӗрчунсемех тата йывӑҫсем ҫинче те ларатчӗҫ. Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем виҫҫӗшӗ те Мускав юханшывӗ хӗррипе утрӗҫ. — Санӑнни пек кӑмӑлпа пирӗшти те килӗштерсе пурӑнаймасть, — вара, яланхи пекех, ман чуна ыраттарас тесе, мана вӑл хамӑн йӑмӑкпа пулса иртнӗ ӗҫе аса илтерчӗ (эпӗ пӗррехинче, хама хам тытса чараймасӑр, йӑмӑка кӳрентерсе пӗтернӗччӗ; ҫакӑншӑн эпӗ ӳкӗннине вӑл пӗлетчӗ, ҫавӑнпа халь юриех ҫав вырӑнтан чиксе илчӗ). — Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӗнтӗ санран тӗлӗнме те пӑрахнӑ. Эппин, ҫав Мердевенджиев Стефчовпа туслӑ пурӑннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук, пӗр тымартан пулнӑ ҫимӗҫсем вӗсем. — Мана — Казахстан, сана — Атӑл, сана — Ҫӗпӗр! Ирсерен вӑл ҫак картишӗнче уҫӑлса ҫӳрет, ту сывлӑшӗпе сывлать, хӑй кайма ӗмӗтленекен пӗлӗте те, хӗвеле те ача пек пӑхса савӑнать. «Хальхи Францире монархие ҫӗнӗрен пуҫарас тӗлӗшпе мӗнлеччӗ-ха сан шухӑш-кӑмӑлу, тусӑм?» — ыйтатчӗ вӑл. Хӑшпӗрисен тепӗр чухне ӗҫме те укҫи пулман, вӑрҫа вара пурте чаплӑ тумланса килнӗ. Егорушка кайран лайӑх пӗлсе ҫитрӗ: вӑл чӑнах та тӗлӗнмелле ҫивчӗ куҫлӑ иккен. Ҫав ҫивчӗ куҫа пулах хӑмӑр пушӑ ҫеҫенхирте вӑл вӗресе тӑракан тулли пурнӑҫа курса тӑма пултарать. Ӑна тытса чарма пултараканни, «ан кай» тесе калаканни никам та пулман. Э-эпӗ вара, турра кӗлтума ҫӳрекен старик тумӗпе епле маттур пулнӑ пуль! Пурте вара ӑҫта та пулин вӑрман ҫинче полкри санитари самолёчӗн палланӑ шавӗ илтӗнессе кӗтнӗ. Вӗсем ҫапла вӗрентеҫҫӗ: «Чӑн-чӑн тӗнче — курӑнми, туйми, илтми, унӑн тути те ҫук, шӑрши те ҫук. Эпӗ ӗнтӗ Аксаковӑн «Семейные хроникине», вырӑссен «Вӑрмансенче» ятлӑ аван поэмине тӗлӗнмелле «Охотник запискисене», Гребенкӑпа Соллогубӑн пӗр виҫ-тӑват томне, Веневитинов Одоевский тата Тютчев стихӗсене вуласа тухнӑччӗ. — Эпӗ сана юрататӑп. Сывпул! Эпӗ — хуҫа, лакей мар. Ҫак йӗркепе пӑртак пӗрӗхмелле пулать. — Каҫарӑр, сирӗн преосвященство, анчах ҫавнашкал киревсӗр ыйту пирки сире чӑрмантарас килмерӗ. Пехота килтӗр — тӑрас пулать! — Мӗнле-ха вӑл? Вӑл уксахлакаласа терраса тӑрӑх утса кайрӗ те Джеммӑна ларма пукан илсе килчӗ, унтан хӑй Джеммӑна хирӗҫ тӑрса, чавсисемпе терраса карлӑкӗ ҫине таянчӗ. Кӑна эпӗ хама хам чыслама юратнишӗн мар, пӗччен пулнипе ҫыратӑп. Ефим васкамасӑр хӳшше кӗрсе кайрӗ, ҫулҫӳрен хӗрарӑмсем кутамккисене хывма тытӑнчӗҫ, йӗкӗтсенчен пӗри, ҫӳллӗ те хытканскар, сӗтел хушшинчен тарса, вӗсене пулӑшма пикенчӗ, тепри, патвар та ҫӑмламасскер, шухӑша кайса, сӗтел ҫине чавсаланчӗ, унтан пуҫне хыҫкаларӗ те, вӗсем ҫине пӑхса, хуллен кӑна юрланӑ пек мӑрлакаларӗ. — Фаллусу ӑҫта сан, о ҫутӑ турӑ! Июлӗн Тӑваттӑмӗшӗ ҫывхарса пычӗ; сӑмах май каласан, «урӑ ҫынсен» йышӗнче виҫе кун ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл манса та кайрӗ пулас уяв пирки, вилес пек выртан Фрезер судья ҫинче пулчӗ унӑн пӗтӗм шухӑшӗ-шанчӑкӗ; паллах ӗнтӗ, судьяна питӗ чаплӑн пытараҫҫӗ, тем тесен те, вӑл — пысӑк пӗлтерӗшлӗ персона. Вара, ӑна пытарнӑ чухне, хӗрлӗ шарф ҫыхса вӗҫкӗнленсе ҫӳреме пулать. — Ялан ҫакнашкал шуйттансем лекеҫҫӗ! — мӑкӑртатрӗ вӑл. Алӑк патне пыратӑп та вӑл мана мӗн каласа ятламаллине те пӗлмест. — Юрӗ! Мӗншӗн сӳнтеретӗр-ха эсир ҫуртана. Титок хӑйӗн кӗске пӑшалне ӑҫта тата епле ывӑтса хӑварма ӗлкӗрнине асӑрхаса юлайман-ҫке-ха вӑл. Ҫыран хӗррине кайнисенчен пӗрин те мушкет ҫук, вӗсем пирӗн пата пистолетпа пеме пултарас вырӑна ҫывхариччен, эпир вӗсене, сахалтан та, улттӑшне персе ӳкерме пултаратпӑр. — Мӗн шухӑшлатӑн, Павел? Ҫак ыйту ун шухӑшӗсене сирсе ярать, вӑл ҫавӑнтах пуҫа мӗн килнине калать: — Ман комендатурӑна кайса килмелле. Ҫакӑ-и? Пар эсӗ ром, авантарах пулӗ, — терӗ. Санина курсан, Полозов: «А! Пыратӑнах эппин?» тесе илчӗ те, ӗҫ ҫулла пулнӑ пулин те шлепке, шинель, калуш тӑхӑнса тата хӑлхисене хут чикнӗскер, крыльца ҫине тухрӗ. Зоопарка! Вӗсем пӗр-пӗрне тӗке-тӗке ячӗҫ, сывлӑш ҫавӑрмашкӑн пӗрер минутлӑха пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗҫ, ун чухне тутисем ҫинчен шыв тумла-тумла тӑчӗ, ун хыҫҫӑн каллех ҫӑткӑнланса шыв патне пӗшкӗнчӗҫ, ӗҫсе тӑранма пӗлмерӗҫ. Фомана ҫак музыка пек тикӗс ӗҫ ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулнӑ. Вӑл ҫав тери пысӑк, ҫирӗм фут ҫеҫ мар, хӗрӗх, аллӑ фут ҫӳллӗш кӑткӑ йӑвисене те тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫаврака, шӗвӗр тӑрӑллӑ пысӑк йӑвасем пулнӑ, вӗсен айккинче ансӑр, мӗнле те пулин чиркӗвӗн чан ҫапмалли вырӑнӗ евӗрлӗ тунисем тӑратӑнса ларнӑ. Маркиз ун патнелле утрӗ. Хӗрача ӑна курсан, йӑл кулса ячӗ. Вара ҫак хаяр ҫын хӑй кӗтмен ҫӗртенех куҫӗсем йӗпеннине туйса илчӗ. — Халь хыратӑп ӗнтӗ… — Кусем пӗтсен, ман пата пырса калама пултаратӑр, — терӗ те вӑл ҫиллӗн, атте ҫине начальник пек пӑхса илчӗ. Кунта ҫын пытанман, самантрах куҫран ҫухалнӑ. — Малтан санӑн вӑрҫӑра пулмалла, кайран тин сана вӑл отряда илеҫҫӗ. Кораблев ман куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ. — Ну, тӑванӑм, — лӑпкӑн кӑна каларӗ вӑл, — эсӗ Лихона ахалех ҫиллентермен пулӗ, тетӗп эпӗ. Ӑнланмастӑн-и? Ах, турӑмҫӑм! — Эппин эпӗ пурне те вуланӑ. Пӗрре те пулин куҫӗсене хупасчӗ, манӑн хул пуҫҫи ҫине ывӑл ача пек выртасчӗ: ан шыра, манӑн шеллеврен хаклӑраххине тупаймастӑн». Алексей умӗнче пӗчӗк пӳлӗ, илемлӗ, хитре, арҫын ачанни пек ҫаврака питлӗ, кӑшт кӑна ылтӑн тӗслӗ хуратутлӑ хӗр тӑнӑ. Ҫак минутра та ҫавӑн пекех пулчӗ; вал Полинӑна лутӑркарӗ, чӗпӗтрӗ, чуптурӗ, ҫав вӑхӑтрах антӑхса кайса мӑкӑртатрӗ: — Шапатлӑк. Акӑ ҫунакан каска айӗнчен вӑрттӑн ҫулӑм чӗлхи ялкӑшса тухрӗ те пӗрин лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫне ҫуласа илчӗ. Самолётсем аялтан, асӑрханса, ӗнер прорыв тунӑ вырӑнтан тухмасӑр вӗҫсе пычӗҫ. — Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, теҫҫӗ… Э? Сире ерипен выҫтарса вӗлерме йышӑннине никама та пӗлтермесӗр вӑрттӑн тытма хушнӑ; сире куҫсӑр тума йышӑннӑ приговора кӗнеке ҫине ҫырса хунӑ. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле сада тухнӑ. Анна Власьевна кашни аллейӑн, кашни кӗперӗн историне каласа панӑ. Ырӑ, ытарайми Мария Гавриловна! Пире ватӑ учительница Серафима Петровна вӗрентет. Кунсерен вара вӑл шкула кутамккапа ҫӳрет… Вӑл ертсе пыракан самолёт хыҫранах, ҫывӑхрах пынӑ. Берестов ӑна крыльца патне ҫитичченех ӑсатса янӑ. Муромски ун патӗнчен тепӗр кунах Прилучинӑна (Алексей Иванавичпа) пырса пӗлӗшле апатланма сӑмах илмесӗр тухса кайман. Ман хамӑн пиччем те жандарм пулса ӗҫлет… питӗ пӗлес килет пулсан… Пӗрле апатланӑпӑр. Унччен Мускавра пулман, халӗ фронтран килнӗ ҫар ҫынни ҫаксене тӑруках асӑрхама пултарайман. Петр Андреич, акӑ сире Максимыч хӑвӑр хваттере леҫсе ярӗ. Ҫын юнне юхтарнӑ. Ромашов хӑйӗн тӑваттӑмӗш взводне, уйрӑммӑнах Хлебниковӑн ачанни евӗр начаркка кӗлеткине аса илчӗ те, кулса ямасӑр та чӑтаймарӗ: «Нимех те калаймӑн, пит лӑйӑх маттурсем!» Халӑх пӑлханма пуҫлать. Ҫак кун Бенедикт пичче тӗнчен пилӗк пайӗнчи пӗтӗм энтомологсенчен чи телейли пулма пултарас шанчӑка яланлӑхах вӗҫертрӗ. — Пичче, хаклӑ пичче, пӗтрӗмӗр вӗт! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Лешӗ Павка еннелле куштӑрканӑ аллине тӑсрӗ. Мӗншӗн малалла та юн юхтармалла-ха пирӗн? — Утта вӑл хушнипе турттарса кайнӑ пулсан, унпа харкашмах лекет. Вӑл кӑштах чарӑнса тӑнӑ, унтан, пуҫне ухса илсе, хӑрӑк сасӑпа ассӑн каласа янӑ: — Нивушлӗ этем ӗҫлессишӗн, укҫа ҫапассишӗн, ҫурт лартассишӗн, ача-пӑча туса тултарассишӗн, унтан — вилсе выртассишӗн анчах ҫуралать? — Наробразран, — ӑнлантарса пачӗ мӑнтӑр хӗр, хутне сӗтел ҫине хурса. Ноябрӗн 8-мӗшӗ. — Хӗр-тантӑша курма кайнӑ теме юрать, анчах ман ятпа вӗсене сывлӑх сунтарма кӑмӑл ҫук манӑн. Вилтӑпри патне ҫитрӗмӗр, кӗреҫесем ытлашшипех йӑтса килнӗ, хунар илме вара нихӑш те астуман. Ҫамрӑк учительсем хӑйсен влаҫне палӑртса ятла-ятла илнипе, ырӑ дисциплина тунипе «мухтанчӗҫ». Пӗтӗмпе каласан, арҫын учительсемпе хӗрарӑм учительсем пурте тенӗ пекех кафедра таврашӗнче кӗнекесем патӗнче ытларах ҫӳрекелерӗҫ. Вулаканӑма эпӗ хам епле ӗҫлени ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса йӑлӑхтарасшӑн мар. Пурте тӗлӗнмелле типтерлӗ, кӑмӑллӑ, канлӗ, хуҫа арӑмӗн илемлӗ сасси инҫетрен илтӗнекен паха, тарӑн шухӑша яракан юрӑ пек, лӑпкӑн янӑраса тӑрать. Ку сӑмаха сводкӑра асӑнман-ха, анчах вӑл пурин ҫӑварӗнче те пулнӑ. Варя куҫне хупрӗ те хӑйӗн чӗри хыттӑн та питӗ хӑвӑрт тапнине илтрӗ. Лёля ҫирӗм икӗ ҫулта. Наташа тем ҫинчен хӑвӑрт-хӑвӑрт, хӗрӳллӗн, анчах шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗ. Унтан каллех хохолӑн янӑравлӑ сасси илтӗнчӗ. Кур-ха! «Сечьшӑн!» терӗҫ майӗпен ваттисем, кӑвакарнӑ мӑйӑхӗсене хускатса; унтан вара, ҫамрӑк хӑлатсем пек хускалса, вӗсем хыҫҫӑн ҫамрӑксем каласа хучӗҫ: «Сечьшӑн!» Эпӗ, хам парламент членӗ пулсан, ылттӑнланӑ карета ҫинче ҫӳреме пуҫласан, ҫак ҫинҫе ураллӑ шӑрчӑксенчен пӗри ман патӑма, шуйттан манах патне пынӑ пек, йӑтӑнса кӗнине кӑмӑлламастӑп. Унӑн ҫӑра тусан сийӗпе витӗннӗ тӳремлӗхӗсем эпир иксӗмӗр планетӑсем хушшинче ҫӳрекен ракетӑпа фантазиллӗ вӗҫсе кайса килнӗ хыҫҫӑн курнӑ Уйӑх ҫинчи тинӗссем пек пулса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Вӑл сасартӑк вӑйӑран пӑрӑнчӗ те, тутӑрне сулкаласа, юрӑ ҫемми май сиккелесех Марко патне чупса пычӗ. — Чӑннипе калатӑп, пурне те суять вӑл, — мӑкӑртатрӗ Петя. Стена ҫумне хӗсӗнсе тӑтӑм. Хурах пусса кайнӑ пек. Инсаров ун ҫине пысӑках мар куҫӗсемпе чӑр пӑхса илчӗ. Е юнлӑ чахотка каять, е пӗр-пӗр сифилис тавраш ҫаклатать, кӗтсех тӑр! Ҫутҫанталӑк… шкулта калакан кивелнӗ сӑмах кӑна вӗт! — Варвара Ильинична, княгиня, — пӗлтерчӗ кукамай карети хыҫҫӑн ҫӳрекен шутсӑр пысӑк икӗ тарҫӑран пӗри. — Хӑвӑр тӗлӗшпе эпир мӗнлерех савӑк туйӑмпа пулнине эсир хӑвӑрах курнӑ, урӑхла каласан, эпӗ те, Александра Петровна та. Вӑл вӑранас тесе силленсе илчӗ. Анчах тусем ҫаплипех курӑнса тӑчӗҫ. Ну, мӗншӗн колхозран тухатӑн-ха эсӗ? Мӗскер пулчӗ мана ку самантра — астумастӑп. Павка хуҫа арӑмӗ патне кайрӗ те, киле каятӑп, тесе пӗлтерчӗ, анчах лешӗ ямарӗ. Тӑнран тухрӗ! Кирек мӗн тесен те — вӑл пирӗн пӳрт. Эпир кутамккасене хывса хутӑмӑр, ҫенӗхри шӑтӑк-шӑхӑрсене питӗртӗмӗр, чӳрече куҫӗсене лартса пурӑнма пуҫларӑмӑр. — Ҫапла, ывӑлӑм, лавҫӑр кайнӑ, эсир халӗ кӗрсе пирӗнпе пӗрле апатланӑр: кайран эпир сире лаша кӳлсе Никольссем патне леҫсе ярӑпӑр. Вӑл хӑйӗн вӑрӑмах мар, анчах опыт пухас тӗлӗшпе пуян пурнӑҫӗнче ҫакна ӑнланса ҫитнӗ: арҫынна хакланӑ чухне шӑлсем тӗп вырӑн йышӑнса тӑмаҫҫӗ. — Куртӑм ӗнтӗ, шӳт туса ҫеҫ мар иккен эс, чӑннипех вӑрҫма пуҫларӑн, ыраттармаллах!» — Вӗсем пире тапӑнаҫҫӗ пулсан, — тесе ответлерӗ Морис, — пирӗн ҫӑлӑнмашкӑн икӗ май ҫеҫ пур. Вӑл калама ҫук кӳренчӗ; эпӗ: мӗн тӑвас? тесе шухӑшларӑм. Вӑйлӑ ҫил хӑваласа пыракан чалӑш ҫумӑр витререн янӑ пек ҫӑвать; хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ тумтирлӗ Василин ҫурӑмӗ тӑрӑх таса мар шыв кӳме ҫитти ҫинче пухӑннӑ кӳлленчӗке йӑрӑлтатса юхать. Чарӑр ротӑна. — Савӑт-сапа лартса тултарнӑ шкап. Пӗр-ик минутран тупӑкҫӑ таврӑнчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем каллех стена ҫумӗпе йӑпшӑнса куҫрӗҫ; вӑл пӳлӗмӗн виҫӗ енне иртсен тӳрленсе тӑчӗ те ҫӑварне аллипе хупларӗ, унтан, мӑйне тӑсса, хӑйӑлти сассипе халӑх пуҫӗ урлӑ ҫапла пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ: «Йытӑ йӗкехӳре тытнӑ!» «Мӗнле инкек?» — Тата икӗ кунтан эпӗ арӑмпа сывпуллашрӑм та уезда тухса кайрӑм. Ҫак реriplaneta оrientalis тата америка тараканӗн ҫывӑх тӑванӗсем, карап ҫинче пурӑнаканскерсем… — …варалакансем, — хушса хучӗ Халл капитан. Вӑл тепӗр утӑм ярса пуссанах Анна Сергеевна кӑшкӑрса ямалла… Мана темле кичемлӗх пусса илчӗ, чунӑм теме сиснӗ пек пулчӗ. Эпӗ ӗнтӗ мужиксем ҫинчен нумай калав вуласа пӑхнӑччӗ, кӗнекери мужик ытлах та чӗрӗ мужик пек маррине курса тӑраттӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн лӑп та шӑп пӗр сехетрен мана Кораблев хай патне чӗнтерчӗ. Якименко, пеме чарӑнса, хӗрсе кайнӑ винтовкӑн затворне аран-аран уҫрӗ те, пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе, Серёжа енне ҫаврӑнчӗ. Ҫӗлӗкне хывнӑ Костя карта ҫумӗнче нумайччен хускалмасӑр тӑчӗ. Иккӗшӗ те ялт сиксе пӑшалӗсене ярса тытрӗҫ, анчах нимӗн те курӑнмарӗ; туратсем епле ҫатӑртатса хуҫӑлни анчах илтӗнчӗ. «Мӗнешкел тӗлӗнмелле вӑл паян!» — шухӑшларӗ Ромашов. Ун пекки ҫакнашкал чирсен пуҫламӑшӗнче яланах пулать, анчах ку ниме те пӗлтермест, ниме те — эпӗ шантарса калатӑп сире. Ну, Макарушка тав турӗ вара… — Мӗн анраса ҫӳретӗн? — ыйтнӑ Ежов Фомаран; унтан ун еннелле пуҫне сӗлтсе, диван ҫинче ларакан ҫынна — Гордеев! — тесе пӗлтернӗ. Халӗ вара вӑл ниепле те ӑнланаймарӗ: мӗншӗн-ха ывӑлӗпе унӑн юлташӗсем — социалистсем? Ҫутӑлас умӗн тин вӗҫленсеччӗ керменте чаплӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ, Израиль патши ӑна Ассири патшин, мухтавлӑ Тиглат-Пилеазарӑн, элчисем ячӗпе ирттерсеччӗ. Тавракурӑмӑн ҫемҫе йӗрӗ ҫаврашка туса ҫаврӑнать. Укҫана шутлас пулать, ӑна кӗсъере хӑваратӑн пулсан. — Вӗренмен эп… «Ҫук, ҫумӑр пулать, — терӗ мана хирӗҫ Калиныч: — ав, кӑвакалсем шапӑлтатаҫҫӗ, курӑкран та шӑршӑ перет». Хӗвел тухнӑ, анчах ӑна Подзорная Труба сӑртӑн пысӑк тӳпи, тинӗс хӗрринелле никам улӑхайми скалисемпе тӗренсе тӑраканскер, хупланӑ. Буксирная Голова ту тата Бизань-мачта ятлӑ сӑрт ман аяк енче тӑраҫҫӗ. Чӑтмалла мар ҫывӑрас килет. Пӗр мускула та хускатмасӑр тӑсӑлса выртса манӑҫа каяс килет. Ӑшӑх ҫӗрелле кӑларса пӑрахсан, вара пӗтӗмпех курӑна пуҫларӗ, тӑма хӑтланса пӑхать, анчах та вӑйӗ ҫук. — Ҫурҫӗр енче. Вӑл, кӑмӑллӑ чун, мана нихҫан та памасӑр тӑмасть, вара каллех — тӳрех столовӑйне, каллех — кӑшт сыпатӑп та, е хӗвел ҫинче киленсе ҫывӑратӑп, е хамӑн производительсене пӑхма кама та пулин хушатӑп та, хам станица тӑрӑх хамӑн татса паман ӗҫсене тума командировка каятӑп. Крэнкбиль республика законӗсене пӑхӑнни ҫинчен Крэнкбиле каллех тӗрмене илсе кайнӑ. Пӗри, икӗ ҫулхи, вӗри шывпа пиҫсе вилчӗ, теприне — вӑхӑтсӑр ҫуратрӑм, вилӗ ҫуралчӗ — ҫав виҫӗ хут ылханлӑ ӗҫ пирки! Вӑл кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ та: «ҫапах та вӑрҫӑ пулмасть», тесе хунӑ. Тавҫӑрать, сисет вӑл! Вара, Егорушка ҫапасса е калаҫма пуҫласса кӗтмесӗрех, аялалла сикрӗ те:— Кичем мана! — тесе хучӗ. Эй хыпӑнса ӳкрӗ вара Андрий! Ача-пӑча пӑхса ӳстерессине Марко бай хӑйне евӗр, пурнӑҫра мӗнле кирлӗ пулас пек курать. Палламан йытӑ хӑйӗн апатне ҫинӗшӗн хур нимӗн чухлӗ те кӳренмен, пачах урӑхла, татах та хӗрӳллӗрех калаҫма пуҫланӑ, унтан хӑй шанса тӑнине кӑтартас тесе, валашка патне пырса темиҫе пӑрҫа ҫисе янӑ. Эпӗ сире кашни кун тенӗ пекех ҫырса тӑратӑп, Хӑвӑр хирӗҫ ҫырса сасӑ паричченех ҫавӑн пек ҫырса тӑма шухӑш пур. Мана палаткӑна йӑтса кӗчӗҫ, коньяк пачӗҫ, ҫитерчӗҫ, тепӗр кунне вара мана… Кайран Катя каласа пачӗ вара, ҫав кунхине вӑл мана курсан унччен виҫӗ кун малтан Пысӑк театр патӗнче курнинчен уйӑрса та илеймен иккен, эпӗ йӑлтах урӑхланнӑ имӗш. Ыйтас пулать, ҫак мӗн пуррин хыҫҫӑн Германи официозӗнчи господасен «потемкинла ялсем» ҫинчен паврани мӗне пӗлтерет пулать: вӗсем халӑх умӗнче ССР Союзӗ ҫинчен чӑнлӑха пытарма, халӑха аташтарса яма, ӑна улталама шут тытнӑ, урӑх нимӗн те мар. Монтанелли ним хускалмасӑр малалла пӑхса ларать, вӑл хӑй тавра пурнӑҫ вӗресе тӑнине пачах асӑрхаман пек туйӑнать. Священнике дворянина сӑнама хушаҫҫӗ пулсан, ун ҫинче икӗ хут ытла ответлӑх выртать, ун пек ӗҫре священник унталла-кунталла пӑрӑнкалама пултараймасть. Вӑл вӑйлӑран вӑйлӑ шурса пычӗ, тутисене ҫырткала-ҫырткала илчӗ. Хӑвӑнтан ху та пытараймастӑн. — Чӗн вӗсене кунта! — Тепӗр енчен илсен, вӑл саншӑнах начар, — терӗ малалла Грушницкий; — халь сана вӗсемпе паллашма йывӑр пулать, хӗрхенетӗп сана! Вӑл колхозӑн юлашки обозӗ пуҫӗнче кайма хатӗрленнӗччӗ. — Рада, ӑҫта ҫухалчӗ пирӗн Лалка? Пирӗн куҫсем тӗл пулчӗҫ те, эпӗ уретникӗн тути хӗррисенче ҫӑмӑл, анчах нумай пӗлтерӗшлӗ кулӑ йӑлтлатса илнине асӑрхарӑм. «Мана ҫӑлаканни мана ӗнсерен ярса тытӗ те, мана хӑй килӗнчен кӑларса пӑрахӗ тесе шухӑшланӑччӗ ун чухне», тесе каласа панӑ вӑл каярахпа. За чуприну! за чуприну! Блефуску монархӗсем ҫак пӑлхавсене пӗрмаях хӗтӗртсе ҫӗнетсе пынӑ, пӑлхавсене хутшӑннисене хӑйсен ҫӗршывӗсенче пытарса хӳтӗлесе усранӑ. Йӗркеллӗн-тӑнӑҫлӑн кайӑр та текех пӗртте ан вӑрҫӑшӑр. Сире мӗн кирлине тӳр кӑмӑлпа туса парӑп, хама мӗн кирлине сире те ҫаплах тутарттарасшӑн эпӗ. — Эсир часрах, атте! — васкатнӑ хӗрӗ. Анчах Павел Петрович вара Базарова пӗтӗм чӗререн курайми пулчӗ. Вӑл ӑна мӑнаҫ хӑлин, тӳрккес, хӳтсӗр чухӑн, тесе шутланӑ. Вӑл Базаров хӑйне хисеплемест, унран, Павел Петрович Кирсановран, тен, йӗрӗнет те пуль, тесе шутланӑ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, Ухтищев аллине хӑй чӗрҫи ҫинче тытса, ӑна шухӑшлӑн сӑнаса ларнӑ. Ҫакӑн пек ватӑ вӑрман — тахҫанхи тус пек. Чи илӗртӳллӗ те чаплӑ юрату тени чун-чӗре пахалӑхӗнчен мар, ӳтпе ӳт ҫывӑхлӑхӗнчен, ҫӳҫе епле тирпейленинчен, сӑн-питрен, мӗнле платье тӑхӑннинчен килнине хӗрарӑмсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ, эпир вара, арҫынсем, ҫавна пӗлместпӗр, мӗншӗн тесен пӗлес мар тесе тӑрӑшатпӑр. Телее, ҫил йӑвашшӑн вӗрет. — Каясшӑн-и ӗнтӗ эсир, Мартини? Ну, эсир килни аван. Ӑна сӑмах ҫитмерӗ пулмалла, вара вӑл, питӗ хумханса кайнӑскер, шӑпах пулчӗ, унтан сасартӑк, шикленсе ӳксе:— Брички лайӑх-и? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ кӗнӗ вӑхӑтра ҫывӑрмалли пӳлӗмре пӗр вунӑ ача тата хамӑрпа пӗр класра вӗренекен Таня Величко ларатчӗҫ. Ӑна тӗлӗкӗн пӗр сыпӑкӗ те пулин чӑн пулса иртнӗ пек туйӑнса тӑчӗ. — Мӗн те пулсан тумалла мар-и, Риварес? — ыйтрӗ Мартини. Ывӑлне хулана, Глеб пупӑн пиччӗшӗ патне ӑсатсан, — ҫав учителӗн Ильяна гимназие кӗме хатӗрлемелле пулнӑ, — Петр, чӑнах та, чунӗ пушанса юлнине, киле кичемлӗх пусса илнине туйрӗ. — Анчах эпир вӗсен ҫак апат кӗллине пӑсса хума май тупсан, вӗсем пуҫӗпех ухмаха тӑрса юлаҫҫӗ акӑ. Ӑна пӗтӗмпех ҫырса пӗлтерчӗ: Полозовсене — упӑшкипе арӑмне — сӑнласа пачӗ, анчах пуринчен ытларах хӑйӗн туйӑмӗсем ҫинчен пӗлтерчӗ, юлашкинчен вара, санпа тата виҫӗ кунтан тӗл пулатӑп тесе ҫырчӗ, (виҫӗ кӑшкӑру палли лартрӗ). Тата Швабринпа иксӗмӗр хушӑри хирӗҫӗвӗн сӑлтавӗ пулса тӑнӑ сӑмахсем те ытла та ирсӗррӗн туйӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл сӑмахсенче ахаль кулса тарӑхтарса каланисем ҫеҫ мар, вӗсем юриех шухӑшласа каланӑ элек иккенне куртӑм. — Ҫав юрӑхсӑрсем Мюльредине вӗлернӗ пулсан? — тесе ячӗ Гленарван. Токаревпа сывпуллашса, Рита унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ те шӑппӑн:— Телей пултӑр, — тесе сӑмах хушрӗ. Анчах пӑтӑ Егорушкӑна пурпӗрех питӗ тутлӑ пек туйӑнчӗ, типӗ тытнӑ чухне вӑл килте ӑмӑшӗ пӗҫерекен рак яшкине аса илтерчӗ. Паллах ӗнтӗ, вӑл пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пынӑ пек туйӑнать. Морфиллӗ кӗленчерен пӗр ҫӑтӑм пулӗ, эпӗ ӗмӗрех тертленме чарӑнӑп, сана вара намӑс кӑшласа ярӗ. Ман генерал тӗксӗмленчӗ. Ҫав самантрах Сарафов, тухса уҫас вырӑнне алӑкне хӑй хыҫҫӑн тата хытӑрах шартлаттарса хупнӑ та, Соколов урӑхран пӗр сас-чӳ те илтмен. Тӗрӗсси вӑл — Ҫӗр чӑнласах та чӑмӑр, пӗр-пӗр вырӑнтан тӳп-тӳррӗнех хӗвелтухӑҫнелле кайсан, каялла таврӑннӑ чух ҫав вырӑнах тепӗр енчен — хӗвеланӑҫ енчен таврӑнатӑн, тени. — Хӗрарӑма? — тесе илчӗҫ пӗр виҫ-тӑватӑ сасӑ. Ун айккинче хурлӑхан ҫырли пысӑкӑш шарик ҫунать, — кӑшт ҫутӑрах. Аппарат вӗсенчен питех аякра мар. Арӑм пӗрремӗш аккорд илчӗ. Трухачевский сӑнӗ тӳрех кӑмӑла каймалла улшӑнчӗ: вӑл ӗҫе тӗплӗ тӑвакан ҫирӗп ҫын евӗр курӑнчӗ. Арӑм хыҫҫӑн хӑҫан пуҫламаллине итлесе-йӗрлесе пычӗ те асӑрхануллӑ пӳрнисемпе хӗлӗхсене туртрӗ — рояль сасси ҫумне хутшӑнчӗ. Вара пуҫланчӗ… Вӑл калама чарӑнчӗ те икӗ хут харӑсах; хӑйӗн темле сассипе хӑйӑлтаткаласа илчӗ. Малалла калама тытӑнасшӑнччӗ, анчах сӑмсипе мӑшлаттарма пуҫларӗ, вара каллех чарӑнса тӑчӗ. Ҫакна Гаррис ертсе пынипе пӗчӗк ушкӑн утса тухнӑ ҫула танлаштарса, ҫывхартса шутларӗ Дик. Ҫак ҫур сехет хушши вӗсем мӗнле май килнӗ ҫапла пычӗҫ. — Эпир ӳсӗр-и мӗн? — хыттӑн ыйтрӗ Павел. Йӗри-тавра вӗтлӗх вӑрман — вӑл нумай миля хушши тӑсӑлса каять. Алкумӗнче виҫӗ сехет ларнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑшман ӑҫтан пенине тата миҫе орудирен персе тӑнине, унӑн снарячӗсем ӑҫта пыра-пыра ӳкнине лайӑх сӑнаса хучӗ. Лозневой куҫӗсене чарса пӑрахса, пӗр самантлӑха хытса кайрӗ. Ҫыхӑр! — Мӗншӗн эсир мана маларах каламарӑр? — терӗ Белецкий, — эпӗ сире Устенька урлӑ майлаштарнӑ пулӑттӑм. Вӑл пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарса ҫӳрет: «Король Жирафӗ», виҫӗ хут ҫеҫ лартатпӑр». Пурпӗрех пӗтмелле. Лашисене ҫӑварлӑхсӑр кӳлнӗ темиҫе урапа ансӑр ҫулпа хӑвӑрттӑн кустарса пыраҫҫӗ. Анчах мана никам та хӗнемен вӗт: атте те, анне те, эпӗ — пӗр ывӑл пулнӑ, вӗсем мана юратнӑ. Унтан вӑл карчӗсене пӑрахнӑ Николаев ура ҫине тӑнине, Шурочкӑна айккинелле илсе кайса, тарӑхуллӑн сулкалашса, ҫиллес сӑнпала вӑрах хушӑ темӗскер каланине курчӗ. Ӑна хӗҫпӑшалсӑрлантарчӗҫ, анчах сӑнчӑр хумарӗҫ, ун вырӑнне пӗр хуралҫӑ ун ҫинчен куҫне илмерӗ. — Вӗсем пуриншӗн те тӑрӑшаҫҫӗ — Мясниковран пуҫласа Мартов таранах! Анчах ку х-хӑйне мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек туни ҫеҫ-ха. Дик каланине хӑвӑртрах туса пӑхмалла. Ҫак салтаксем Дубровский ушкӑнӗнчен темиҫе ҫынна тытнӑ та, вӗсем хушшинче халӗ ӗнтӗ Дубровский ҫуккине пӗлнӗ. Мана чӑннипех те персе пӑрахма пултарать, тесе эпӗ шухӑшланӑ пулсан, вӑл мана персе те пӑрахнӑ пулӗччӗ. — Ӑҫта ҫырӑннӑ, ҫавӑнта пурӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл, — кунта мар. Анчах часах приказ кӑларчӗҫ те, итлеменнисене вӗлермелле, тесе хӑратса, ман ҫине хӑпарма чарчӗҫ. Париж тӗрӗс-тӗкелех, — лӑплантарчӗ вӗсене Горева. Вӑл вӗт окрӗҫтӑвкомӗн членӗ. Ҫурҫӗрти чи кӑмӑла кайнӑ ҫынсенчен пӗри. — Манӑн та. Унӑн халь мӗнпур вӑйне пухса, повозка ҫинчен сиксе анса утас килет, юлташӗсемпе пӗрле утса часрах унта, хамӑрӑннисем пӑтне тухас килет… Ҫил кашланине, улӑм чӑштӑртатнине, шӑшисем ҫинҫен ҫухӑрашкаланисене тата пусӑ тараси чӗриклетнине тимлӗн итлесе ларнӑ хушӑра, Яков Лукич тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ: ҫӗрлехи мӗнпур сасӑсем ӑна таҫтан инҫетрен илтӗнекен тӗлӗнмелле салхуллӑ музыка евӗр туйӑнма пуҫларӗҫ. — Алла кӑна ҫаклантӑр вӑл пире! — кӑшкӑрашрӗҫ темиҫен, енчен енне непсӗсӗр пӑхкаласа илсе. Каярахпа хӑйӗн пӗчӗк Яшукӗ шкултан таврӑннӑ чух крыльца ҫине транк-транк сике-сике чупса хӑпарнине итленӗ вӑл. Плетнёв типографире хаҫатӑн каҫхи корректорӗ пулса, ҫӗр каҫипе вунпӗр пус ӗҫлесе илетчӗ; вара, эпӗ ниҫта та ӗҫлесе тупайман чухне, эпир кунне тӑватӑ кӗренкке ҫӑкӑр, икӗ пуслӑх чей тата виҫӗ пуслӑх сахӑр ҫисе пурӑнаттӑмӑр. Майданов ҫеҫ унта ҫуремерӗ: хавхаланса савӑнма сӑлтав ҫук чухне вӑл тӳрех чунӗпе хавшать; салхуланать. Санӑн пулӗ ман кашни сӑмахӑм, пӑхни-хӑтланни, сывласа кӑларакан пӗтӗм сывлӑшӑм. — Кирпӗч майрипе тӗлпулу тата хисеплӗ ҫуртра темле ырӑ калаҫу. — Икӗ эрне иртсен вара? Сехетсем, ҫеккунтсем пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑрттӑн чупа-чупа иртрӗҫ, вӑхӑт нумая кайнине те ҫӗр килсе ҫитнине Ромашов столовӑйра лампӑсем ҫутса янинчен ҫеҫ тӗтреллӗн тавҫӑрса илчӗ. Ун хулне пӗтӗмпех кӑвакартса, чӗркелесе пӗтернӗ, аллинче пысӑк суран пур. — Эпӗ пурне те тума килӗшетӗп, анчах хамӑр лашасене пӑрахса хӑварасшӑн мар. — Ыра сунатӑп, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ. Тен ку сире интереслентермест пуль; анчах пурпӗрех. Е эпӗ ром ӗҫмесессӗн, Джим, мана хӑрушӑ япаласем курӑнма пуҫлаҫҫӗ. Вӑл ҫавӑнта тухма кӑна тӑнӑччӗ, сасартӑк вӑл вӑрманпа тепӗр юланут пынине курах кайрӗ. Тата мӗншӗн вӑл ҫав тери хӑвӑрт сиктерсе пынӑ-ши? Ӑна чӑрмантаракан никам та ҫук: вӑл хӑйӗн мӗнпур ҫепӗҫлӗхӗпе юратӑвне мана парнелеме никамран та хӑрамасть. Икӗ хутчен суяна тухса аяла пулнӑ хыҫҫӑн, документсен ӑнланӑвӗн виҫҫӗмӗш вариантне кӑларса тӑратас темерӗ пулмалла. — Эпӗ унта вырӑн тупатӑп; хӑвӑрпа пӗрле илӗр мана та, ӑна та. Вӑл каллех хӑйне хӑй, Марьянкӑпа танлаштарсан, калама ҫук ирсӗррӗн курӑнчӗ. Салтаксем васкамасӑр утрӗҫ. Пӗлетӗр пуль, эпир сахӑрпа тунӑ ҫавӑн пек ҫаврака кукӑльсем сутатпӑр. Пӑван пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, питне аллипе хупларӗ. Тен, ҫак ҫирӗм ҫул хушшинче унта, Джексон хуралтисенчен тӗлли-палли те юлман пулӗ? Тӑман вӑйлансах кайман, анчах лӑпланман та. Тапӑнакансене хаяррӑн персе кӗтсе илессине малтанах чухласа илме пулать. — Эсӗ хушнӑ пек тӑвӑп, — терӗ Яков, — Хабаровка укҫи пирки мӗн хушатӑр? — Ан ухмахлан! — терӗм эпе. — Ҫавӑнпа сирӗн гостинӑйра Суворов портречӗ ҫакӑнса тӑрать-мӗн. — Сӑмах! Ун пек чирлӗскер вӑл ҫӗнӗрен тарма шухӑшлас ҫук. — Мӗн тӑвас унпа пирӗн? Вӑл ав машинӑсем туянса пӗтернӗ, аван тет пуль! Ҫил унӑн кӗпе аркине силлет. — Кӑна та шутласа тупӑпӑр, — тет кассир. Ача-пӑча вӑййипе аппаланма ҫынсенчен вӑтан хуть. — Ара, ҫавна калатӑп та ҫав эпӗ, савӑт-сапана япӑх тытаҫҫӗ, тетӗп. Санатори заведующийӗ — Мария Богдановна — Опанас Ивановичӑн тусӗ пулнӑ, вӑл ун патӗнче виноград пӑхса ӳстернӗ тата, хӑй каланӑ тӑрӑх «пур направленипе те консультаци парса тӑнӑ». Ывӑннӑ пулсан та, эпӗ ниепле те ҫывӑрса каяймастӑп. — Виҫӗ ҫул каялла ҫак утрав ҫине пӑрахса хӑварчӗҫ, — терӗ вӑл, сӑмахне малалла чӑсса, — унтанпа качака ашӗ, ҫырласем, устрицӑсем ҫисе пурӑнатӑп. Анчах ак сцена ҫинчи ӗҫсем трагедилле туха пуҫларӗҫ. — Ҫапла вара ман ҫинчен те аса илмелле пулчӗ, — терӗ те Р. кулса ячӗ. Пур ҫӗрте те сектантсем нумайланчӗҫ. Ӗнтӗ пайтах каретӑсем иртсе кайрӗҫ те ҫав ҫул тӑрӑх, анчах эпӗ кӗтекенни курӑнмасть. Сирӗн кӑмӑл-туйӑма ӑнланатӑп эпӗ. — Эсир мӗнле йышӑннӑ пулӑттӑр? — терӗ те Пӑван ура ҫине тӑрса, хӑйӗн аллинчи чечексене пичӗ ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ. — Набат? Метеорсем Ҫӗр ҫине питӗ сайра ӳкеҫҫӗ: вӗсем ялан тенӗ пекех пӗтӗмӗшпех ҫунса каяҫҫӗ. Хӗвел ҫав тери лайӑх ҫутатни те ӑшӑтаймарӗ унӑн сӑн-питне. Эпӗ ӑна хам ирӗк памасӑр тӑкаклама чарнӑччӗ-ҫке — краска вӑл дефицитлӑ тавар. — Андрей винтовкине хучӗ. Ытти выльӑхӗсене пурне те ҫыран хӗрне чиперех илсе ҫитертӗм те Гринвичре вӗсене симӗс курӑк ҫине кутӑн-пуҫӑн сиккелесе выляса ҫӳреме кӑларса ятӑм; вӗтӗ симӗс курӑка вӗсем пит юратса ҫирӗҫ, ун пек ҫиессе эпӗ кӗтменччӗ. Капитан мана хӑйӗн пит лайӑх сухарисене паман пулсан, эпӗ вӑл выльӑхсене ҫав нумая пынӑ ҫӳревре тӗрӗс-тӗкел усраймастӑмччӗ пулӗ. Ҫав сухарисене эпӗ ирсе ҫӑнӑх турӑм та, шывпа ислете-ислете парса, выльӑхсене тӑрантарса усрарӑм. Иртсе кайнине каялла тавӑрма ҫук вӗт. — Хӑвӑртрах ярса пар эс ӑна ҫав ҫырӑва, — терӗ салхуланнӑ Марко. Вӑл Леноре фрау патне пыма пуҫласанах, лешӗ, кӑшкӑрса ярса, аллисене хӑлаҫлама тытӑнчӗ: вӑл аяккарах тӑрса, темиҫе хут: «Сирӗн хӗрӗн аллине ыйтатӑп!» тесе кӑшкӑрса калани те пустуях пулчӗ. Кантӑк пек тикӗс курӑнакан шыв хӗрринче ҫулҫисене чӗтретекен ҫамрӑк ӑвӑссем ӳссе ларнӑ. Артамонов ҫавӑнтах ачисем енне аллипе сулчӗ те:— Тухӑр кунтан, — терӗ. — Ах, турӑҫӑм! — пӑлханса кӑшкӑрса илчӗ вӑл эпӗ тӗплӗн каласа панине итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн, унтан пуҫне ывӑта-ывӑта пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинчен тепӗр кӗтессине шӑши пек чупкалама тытӑнчӗ. — Мӗн пулнӑ? — тесе ыйтрӗ Роберт. Таҫта, ӳсӗр аллине лексен, тем курмалла пулӗ. Эпӗ мӗн те пулин хирӗҫ сӑмах кӑшкӑрни, е ахлатса сывлани пулмӗ-ши тесе тимлӗн итлесе тӑтӑм. Икӗ таркӑна, ҫавра ҫулпа ишме тивнӗскерсене, ҫырана ҫитсе чарӑнма вӑтӑр ултӑ сехет кирлӗ пулчӗ. Кӑнтӑрла янӑраса тӑнӑ сасӑсем шӑпланаҫҫӗ, ун вырӑнне таврара урӑх тӗрлӗ сасӑсем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ. Палламан ҫын, лайӑхрах сӑнаса пӑхсассӑн, пӗр вӑтӑр ҫулсенче пек туйӑнчӗ, ытти ҫынсенчен вӑл нимпех те уйрӑлса тӑмасть, илемсӗр. Окружком секретарӗ те, ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе яла каякансене районсене кӑларса ярас умӗн, ахалех ҫапла каламанччӗ ӗнтӗ: «Рабочи класӑн — революци авангарчӗн — ырӑ ятне ялта чи ҫӳллӗ шайра тытмалла. А эсӗ, Емеля, ан кӳрен, — хушса хучӗ Емельян ҫумӗпе иртнӗ чух. Куҫ харшисене йӗрӗнтерсе, хӗрӗн пӗчӗкҫеҫ хитре урисем урайӗнче тӑвакан кукрашкасем ҫине лётчик тимлӗн сӑнаса пӑхса тӑнӑ. Вӑл тӑрса кайнине те хӗр асӑрхаман, кам пӗлет, ҫакнашкал пӗччен хуйхӑрса ҫӳренӗ самант мӗн тери вӑрӑм пек туйӑннӑ пулӗ… — Ман телее пӗлесчӗ сирӗн, — кӑшкӑрса ячӗ вӑл юлашкинчен: — ӗҫсем пачах урӑхланса кайрӗҫ, тен мана Российӑна кайма та кирлӗ пулмӗ! Ун чухне пирӗн хушӑмӑрта пысӑках мар хирӗҫӳ тухса кайрӗ, анчах халӗ эпӗ сире ҫавна ҫийӗнчех калас тетӗп — манӑн пӗртен-пӗр кӑмӑл: сире ырӑ тӑвасси пулать. — Кам хыртарса илчӗ сана капла? Вӑл ӑна картинӑсем пуҫтаракан ҫынна сутса янӑ леш те ӑна чӑтса тӑрайман, такама сутнӑ. Карточка ҫинче Жаркийпе Анна Борхарт тӑраҫҫӗ. Профессорсем унӑн малашлӑхӗ ҫав тери чаплӑ пуласса шантараҫҫӗ, ӑна академирех юлма сӗнеҫҫӗ, анчах — ҫук — вӑл строя каять. Шаповаленко унтер-офицер аяла тӑнӑ та асӑрхаттарусем тӑвать: — Урасемпе ан ҫапкалан. — Пӗрремӗшӗ — ир ан авлан! — вӗрентсе калать вӑл мана. Ярӑр, сирӗн величество! Ромашов, хӗрсе кайсах шухӑшӗсемпе аппаланаканскер, хай хыҫне Гайнан шӑпӑрттӑн пырса тӑнине те, аллине хулпуҫҫи урлӑ хӑш вӑхӑтра тӑсса хунине те сисмерӗ. Ӑна, ҫурҫӗрти хула ачине, юмахри пек кӑнтӑрта мӗн курнӑ, ҫав пурте хытӑ хаваслантарать. Тепӗр виҫӗ кунтан вӑл мана садра тӗл пулчӗ. Хӑшӗ ӗнтӗ ҫак повеҫре киревсӗрри, кам унӑн геройӗ? Кассий Кольхаун вара тарӑхса кайнипе пӗтӗмпех чӗтресе, Луизӑн йӗрӗсемпе васкаса утнӑ. Ӑнланма та йывӑр: ҫавӑн пек пӗчӗкҫеҫ чӗрчуншӑн мӗн тери пысӑк асап тӳсмелле… Подполковник Мересьев аллинчи туяна туртса илчӗ те, ӑна ҫапса хуҫма пӗр-пӗр япала тупас, тесе, унӑн-кунӑн пӑхкаларӗ. Ман ӑшӑмра икӗ ҫын пурӑнатчӗ: пӗри ирсӗрлӗх таврашне ытлашши нумай пӗлнӗ те ҫавӑнпа пӑртак хӑрасарах кайнӑччӗ, вара куллен-кун пулакан хӑрушӑ япаласене пӗлнипе пусӑрӑнса кайнӑскер, пурӑнӑҫа та, ҫынсене те шанмасӑр, шикленсе пӑхма пуҫланӑччӗ, пурне те тата хӑйне-хӑй те шанмасӑр хӗрхенетчӗ. Пӗлетӗн-и, манӑн сан валли ҫав териех мӗн те пулин питӗ, питӗ ырӑ япала тӑвас килет. Эпӗ ӑна нихҫан та курман, анчах эп курманни ӑна манӑн господин пулма кансӗрлемест. — Ситников господин сире ман пата илсе пынӑ чухне кампа тӑраттӑр эсир? — ыйтрӗ вӑл унран. Ну вара, ҫук! Ку вара унӑн кӑмӑлне тавӑрса янӑ, вӑл хӑйӗн икӗ тӗрлӗ туйӑмне ниепле те килӗштереймен, ҫакна пула, ниепле ӑна кӗреймесӗр, текех шӑппӑн кулкаланӑ. Е эсир мана хӗрхенетӗр пулсан, эпӗ иртнине пӗтӗмпех манатӑп, унтан сире пиратсем пулнӑшӑн суд тунӑ чухне, сире виселицӑран ҫӑлса хӑварма тӑрӑшӑп. Эпӗ вилни сире нимӗнле усӑ та кӳрес ҫук. Анчах ниҫта та никам та пулман. Йытти, хӑйӗн ҫӗнӗ хуҫине ҫитесшӗн пулса, ҫарак тӑрӑх хӳрине тӑратса юртрӗ. Вӑл хӑй ун кӑмӑлне килнине тунма пултарайман; лешӗ те, ӑслӑскер, пурӑнӑҫа чылай пурӑнса курнӑскер, Мария Гавриловна ҫине уйрӑммӑнах шухӑшласа пӑхнине сисмесӗр тӑрайман: апла пулсан, епле-ха вӑл халиччен унӑн ури умне ӳксе, хӑй юратни ҫинчен ҫӑвар уҫса сӑмах тапратмасть? Тӑлӑх арӑм арҫын ачасене питӗ кӑмӑллӑн йышӑнчӗ. Гарри Грант хӑйӗн калавне пӗтерчӗ. Мэри те, Роберт та ӑна тытса ыталарӗҫ. Мересьев ҫавӑнтах, коридорта, чӳрече умӗнче тӑрсах рапорт ҫырчӗ. Вӑл ӑна пӗчӗк те ырхан, ывӑнчӑк куҫлӑ командир-интенданта пачӗ. — Сирӗн те ун пек туфлисем пулӗҫ, мадам Александрин… Ӑна тупма йывӑр мар. — Куратӑн-и, мӗнле помощник лекрӗ сана? — терӗ Умрихин Андрее, пурте кулма пӑрахса хӳшӗ варринелле пухӑнма тытӑнсан. Хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем пекех, ҫуллахи вӑхӑтра вӗсем ирпе тата каҫпа икшер сехет хушши ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ. Анчах вӑл… вӑл тӗрӗс! Пирӗн Хӗвел тавра ҫаврӑнакан планетӑсем нумай, халӗ ҫынсем пӗлмен ҫӗнӗ планетӑсем те тупӑнӗҫ, тенӗ Бруно. Ку ӗҫ ҫапла пулса иртрӗ. Ах, эт, Ванька, тухса пӑх-хаҪӑваран тулалла!.. Акӑ, аллисемпе сулкалашса, тӗкӗр ҫине такамӑн кӳлепи ыткӑнчӗ, — куҫӗсем юнпа пӗвеннӗ. Смолин… Таҫта инҫетре те мар, ҫырма леш енче, офицерсен столовӑйӗн палаткисем патӗнче пулас, арҫынпа хӗрарӑм сасси пӗр-пӗринпе килӗштерсе «Рябина» юррине юрларӗҫ. Шӑна сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмарӗ. — Эсӗ каласа ӑнлантар-ха мана, мӗнле вӑл сирӗн тӗнчӗр, виҫӗ пулӑ ҫинче тӑракан тӗнче-и? — тесе пӳлнӗ ӑна Базаров. Санин сывпуллашма пуҫларӗ. — Эсир Эрб-ан-Пайль фермине каяттӑрччӗ-и? — каллех ыйтрӗ ыйткалакан. — Тӑхта. Эсӗ лайӑх ача пулни курӑнать. Анчах ҫапах та эсӗ ача-ха. Бен Ганн чее ҫын. — Ӑҫталла каятӑн? — Пыраҫҫӗ-ха! — хавассӑн ответленӗ вӑл. — Ҫавӑнтах тата ку сӑмахӗсем ҫумне еврейле тем хушса хучӗ. Ҫынсем чупса ҫитрӗҫ: шаккама тытӑнчӗҫ; алӑкне кӑларса илчӗҫ: пӗр чун пулинччӗ хуть. Кунта ҫакна шута илмелле: эсир куҫсӑр тӑрса юлни сирӗн вӑй-хала пӗртте чакарас ҫук, эсир малашне те императоршӑн усӑллӑ пулма пултаратӑр-ха; куҫ курманни сирӗн паттӑрлӑха ӳстерме ҫеҫ пултарать, мӗншӗн тесен вӑл сиртен хӑрушлӑха пытарса тӑрать; эсир тӑшман флотне туртса илнӗ чухне сире нимрен ытла куҫсӑр тӑрса юласран хӑрани кансӗрленӗ; куҫсӑр тӑрса юлсан, эсир аслӑран аслӑ монархсем пек пурин ҫине те министрсен куҫӗпе пӑхма тытӑнатӑр, вӗсене ҫапла пӑхнипех ҫителӗклӗ вӗт. Уншӑн кӑкӑр ачине ҫурмалла касасси те кушак ҫурине каснӑ пек кӑна. Федосья хӑйне ирӗке кӑларнӑшӑн чылай пысӑк тӳлет. Ку вара тӗнче катастрофи пулнӑ пулӗччӗ: питӗ хӑвӑрт ҫӳрекен пӗлӗт ҫулҫӳревҫи пырса ҫапӑннипе Ҫӗр сапаланса каять. Халӗ те астӑватӑп-ха, малтанхи страницӑрах Клаузевицран илнӗ цитата тӑратчӗ: «Ҫывӑха сикме — инҫете сикессинчен ҫӑмӑлрах. — Юлӑрах! Эпир чердак ҫине хӑпарса пӑхрӑмӑр, унта та никам та ҫук. — Акӑ мӗнле, ваше сиятельство. Акӑ вӑл, сӑмахран, стена ҫине шӑна ларнине курать, эсӗр кулатӑр, графиня. Чӑнах та ҫапла. Шӑнана курать те «Куҫкӑ, пистолет!» — тесе кӑшкӑрать. Ҫапла-и, Левко? Апла пулин те Туфольд бухтинчен тухнӑранпа улттӑмӗш кун иртрӗ, ҫапах та яхта курӑнни пулмарӗ. Эс мӗн тата ман пуҫа минрететӗн? Эпӗ нумайччен меслет шырарӑм, юлашкинчен тупрӑм, — картонран касса тунӑ япала манӑн кӑранташа йӗрке тӑрӑх тӳп-тӳрӗ илсе пымалла. Вӑл славянофилсен шухӑшӗсене тытса пырать: пысӑк светра ку tres distingue вырӑнне шутланни паллӑ. Ун патӗнчен Аламо тӗлӗнче курӑнса ларакан чул-ту ҫывӑхрах, шыв хӗррине анакан ту хушӑкӗ инҫерех. — Калӑр-ха, вӑл турккӑсен ҫав агине тавӑрнӑ-и? Пӳрт алӑкӗнчен пӗтӗмпех хура тум тӑхӑннӑ карчӑк тухрӗ те, хапха еннелле ҫаврӑнса тӑрса ҫирӗппӗн: — Вилсе выртасчӗ сирӗн! — терӗ. Лось пуҫне сулласа илчӗ, унтан пысӑк чечексен ӑвӑс тӗслӗ, сенкер, янкӑр ҫуначӗсене аллипе перӗнсе шухӑшлӑн евитлерӗ: — Эпӗ Марс ҫине мӗншӗн вӗҫни манӑн пуҫӑма пырса кӗмен. Ҫирӗп атмосфера пулнӑ пирки паруса перӗнсе ҫӗклекен ҫил вӑйӗ тата ытларах ӳсни палӑрчӗ. Жандармери разъезчӗсем васкаса кускаласа ҫӳреҫҫӗ, часовойсене пилӗк хут ытларах нумайлатнӑ, сых ятне варсене резервсем пытарса тӑратнӑ. Хӑвӑртрах, хӗрарӑмсем! Хӑмӑт ӑсти юрлама пуҫласан, вӑл мӑшкӑласа кулса илчӗ те стакан ӑшне сӑра тултарма тытӑнчӗ, анчах ҫурри таран тултарчӗ те: — Охо… шуйтанӗ! — тесе чарӑнса тӑчӗ. — Эсир, Паганель, пире каллех хӑратасшӑн, — терӗ Гленарван. — Пурне те касас-и? Картиш унӑн уҫӑ сассипе янӑраса кайрӗ. Мучи малалла кайма шутланӑччӗ, анчах хапха витӗр пӑхса илчӗ те тӗлӗннипе ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ. — А сан хуҫу? — Мӗнле ӗҫсем туса пыратӑн? — Йӗркеллӗ кала, — терӗ Давыдов. Ракета чарӑнчӗ! — Пӑх-ха, пӑх-ха, траншейӑран тухрӗҫ. Ырӑ каҫ пултӑр, Тереза. Ун айне вӑл хӑйӗн вӗр-ҫӗнӗ, пӗрре те тӑхӑнман, коленкор татӑкӗпе чӗркесе килнӗ капӑр шинельне сарса хучӗ. Ӑна хӳтлӗхе, оборона линийӗнчен пӗр виҫҫӗр метр пек каяраха, вӑрманти вара илсе кайса тӑратрӗҫ. Арӑмӗ мӑкӑртатса ҫӳренипе ывӑннӑ Иван Кузмич тӗлӗрсе ларма юратнӑ диван ҫине Пугачев пырса ларчӗ. — Эпӗ ӑна пӗчӗк ҫын вырӑнне ан хур, мӗнле пулсан та вӑл акӑлчан чӗлхине вӗренет, хӑйӗн вӗренменлӗхне кӑтартма юрамасть-ҫке-ха унӑн… Шанатӑп эпӗ, Берднесс, мана вӗсемпе паллаштаратӑн… Мистер Бертон ӳсӗркелесе илчӗ, ахаль те яка сухалне якатса, малтанах хатӗрленӗ сӑмахсене калама пуҫларӗ. Вӑл колхоз картишне хӑйӗн мӗнпур пек выльӑх-чӗрлӗхне ҫавӑтса кайса ячӗ, пӗтӗм чӑх-чӗпне — пӗр пӗрчӗ тӗкӗ-мамӑкӗ юлмиччен — илсе кайса пачӗ. — Эпӗ сире пачах урӑхла ҫын пуль тесе шутланӑччӗ, — терӗ хӗр. Пиҫсе ҫитнӗ ыраш ҫийӗпе, ӑна алӑпа ачашланӑ пек, ҫил ирте-ирте каять. — Ку та тискер кайӑк-и? — ыйтрӗ Гро-Ален. Набей, бондарь, голову Ты стальными обручами! Шуйттана манса кайсан — турра юратми пулатӑн, тетчӗҫ ваттисем… О ҫук, ҫук, эпӗ сире ирсӗр мораль вулама хӑю ҫитерейместӗп… Ку яланах хам пӗччен пулнинчен ҫапла пулӗ, тесе шутлатӑп, эпӗ вӗт хамӑн ырлӑхпа та, усалпа та яланах пӗччен. Унӑн арсеналӗнче ҫичӗ карабинпа ҫичӗ револьвер пур. Ҫапла вара, импровизациленнӗ фортӑн хӑйне нумайччен хупӑрласа тӑрсан та тӳсме хӑват ҫитет, мӗншӗн тесен унӑн тарӗ те, пульли те, апат-ҫимӗҫӗ те ҫителӗклӗ. Тепӗр минутран Ерофей Кузьмич хапха патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, хапха ҫинче Черня ҫакӑнса тӑрать, урисене аран ҫеҫ хускаткалать. Хӗр юбкине тытса аялалла туртнӑ та кулса ярса кукленсе ларнӑ. — Куна юри, примершӗн шухӑшласа кӑларнӑ… Эпӗ сывлӑш таврашсен йӑлисене пӗлетӗп ӗнтӗ, эсӗ те питӗ аван пӗлетӗн. — Инсаровӑн кӑмӑлне пӗлместӗп, — терӗ Берсенев, — вӑл ӗҫлеме хатӗрленет пулас. Ҫавӑнтан пуҫланчӗ те! Хохол, сарлака кӑкрипе сӗтел кӗтессине выртса, хӑйӗн мӑйӑхӗн татӑлса пӗтнӗ вӗҫне курма тӑрӑшса, куҫне чалӑштарса пӑхать. Эпир хамӑр та шкулта сывлӑш флочӗн тусӗсен обществин ячейкине тумалла! Ну, ҫултан аташнӑ, тейӗпӗр сире… вара, хӑвӑр аташнӑ тесе, мана та аташтармалла-и? — Эпӗ сире кураймастӑп…— терӗ вӑл. Анчах эпӗ хама ку ҫӗршывра никам та пӗлмен ют ҫын вырӑнне туяттӑм тата манӑн Англие таврӑнмалла пулсан, ку инкекре ҫапла хӑтланнӑшӑн мана никам та ӳпкелеме пултараймасть, тесе шутлаттӑм. Ман пек инкеке лексен, Аслӑ Британи королӗ хӑй те ҫакӑн пек хур тунине пӗр сӑмах чӗнмесӗрех чӑтнӑ пулӗччӗ. Нестеренко хӑйне хӑй килӗшекен ҫыннӑн янӑравсӑр куллипе кулса ячӗ. — Сирӗн ҫӗнӗ пӗлӗшсем сире мӗнле килӗшрӗҫ? — ыйтрӗ Берсенев Инсаровран хӑйсем каялла таврӑннӑ чухне. Чухӑнлӑхпа выҫлӑхра ӳснӗ Павел хӑй ӑсӗпе кама пуянсен шутне кӗртнӗ — ҫаксене пурне те чунтан курайман. — Эсир тӑванӑрсемпе пӗрле килнӗ пулӗ? Мӗн тӑвас унпа, шывпала! Икӗ палата туни вырӑнлӑ мар тесе, Национальноҫсен Советне пӗтерме сӗнеҫҫӗ. — Кӑмӑлу пулсан, иккӗшне ху валли ил. Часрах кала! — тесе хучӗ. Ку ӗнтӗ шкулшӑн пысӑк инкек пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗлӗк, чаплӑ кунсенче, урӑхла каласан, халӑх нумай пуҫтарӑннӑ чухне, директор яланах (Том калашле) ҫав ачана чӗнтерсе кӑларнӑ та «пырши татӑличченех» мекӗрлентернӗ. Шӑтса сӑмсаланнӑ тырӑ пӗрчи, ҫӗр сӗткенӗ ҫитейменнипе, калчине ҫиелелле кӑларса яма ниепле те вӑй ҫитереймест. Шӑтӑкран пӑхакан салтакӑн куҫӗнчен пуля кӗрсе пуҫне витӗрех шӑтарса тухрӗ те вӑл пусма картлашки ҫине йывӑррӑн тӗшӗрӗлсе анчӗ. — Турӑ пӳртӗрех пире ӑна сывлӑхлӑ курмашкӑн… Вӑкӑра никамран ыйтмасӑр мотоциклетпа улӑштартӑн-и? Улӑштартӑн! Ӑҫта вара вӑл? Вӑл дирижёра ҫапакан Павлюка ҫавӑнтах палласа илчӗ. Голубӑн хӑйӗнпе уездри власть пирки тавлашакан Павлюка тавӑрас шухӑшӗ пулнӑ. Куҫ умӗнче ҫаплипех пиратсен юнпа тулнӑ тискер пит-куҫӗсем, йӑсӑрланакан лампӑн тӗксӗм ҫути ҫутатаканскерсем курӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ. — Специальность мӗнле сирӗн? Давыдов сухарине пӑрахрӗ, сулхӑн ҫенӗке кӗчӗ, чугунтан пӗр кружка шыв ӑсса илчӗ те ӑна тӗппипех ӗҫсе ячӗ. Сӑмах майӑн унта халь эрех тӑвасси начарланни ҫинчен те каласа хӑварсан юрать. Тимӗрҫи вара, унпа тахҫантанпах хирӗҫсе пурӑнаканскер, хӑй тем пек вӑйлӑ пулсан та, Чуб килте чух ун хӗрӗ патне тем тусан та хӑйса кӗрейми. Клюбер господин ҫинчен, хӑйне Франкфуртра хӑварнӑ сӑлтавсем ҫинчен, — пӗр сӑмахпа, ӑна паян мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен Санин пӗрре те шутласа пӑхмарӗ. — Аллӑ ҫул ытла пулма кирлӗ, — терӗ Комков, унтан улӑп пек веллингтонисем ҫине кӑтартса, ҫапла хушса хучӗ; — Ку ачасем пӗр сакӑрвунӑ ҫулалла ҫитнӗ, эппин шыв пӑрӑхӗ вӗсенчен аслӑрах пулмасан, пачах та ҫамрӑк мар. — Ҫавӑн пекех тата Грассини патне те кӗрсе курма пултаратӑр, — терӗ Риккардо, ҫилленсе. Вӑл тӗтӗм ҫӑралсах пычӗ. Унта та, кунта та, тусем ҫинче те, тӑшман батарейисем патӗнче те, хулара та, пӗлӗтре те вӑл тӗтӗм ӳссех, ҫӑралсах пычӗ. Вӑл ӗнтӗ Каса-дель-Корво хуҫи мар тесе ӑна пирвайхи хут каларӗҫ. Халӗ тухса каятпӑр кунтан, Лукич, анчах эпир каллех таврӑнатпӑр! Сывӑ пул, анчах, Половцев господин, тупа та турӑшӑн ан ҫиллен мана! — Ыран пирӗн валли ӗҫ купипех. Ҫывӑр-ха кӑштах, чӑрсӑрскер. Пӗр сехетрен местечкӑна пыракан ҫул ҫинчен пӗр юланут, ун хыҫӗнчен пӗр километрта утлӑ ушкӑн курӑнса каять. Шурса кайнӑ Ярцев, чӗтре-чӗтрех, тархасларӗ: — Якку, кирлӗ мар, эсӗ ан шарла луччӗ. Сара Мери Вильямс Джордж Александер Питерс, инкек-мӗн пулсан, Джудит Лофтес миссиса — урӑхла каласан, мана, пӗлтер, эпӗ сана пулӑшма тӑрӑшӑп. Оленин чӗтреве ерчӗ, шуралса кайрӗ. Аттене — мӗн? Вӑл йӗнер пускӑчне ярать те вӗҫет чӗкеҫ пек. Сисетӗн-и? Унӑн Елена урисем патне ӳксе пуҫҫапасси килчӗ. Вӑт тӑраниччен калаҫӑп ӗнтӗ! — тесе хушса хучӗ вӑл. Анчах вара вӗсене хирӗҫ вырӑссен паллӑ халапӗпе тавӑрма пулать: «ухмахсемшӗн саккун ҫырман». Лушка ҫинчен мӗн амакшӑн каларӗ-ха вӑл! Вӑл ӗнтӗ хӑйӗн пирвайхи приказне мӗнле пурнӑҫланине курас шухӑшпа тухнӑ пулмалла. Темиҫе минут иртрӗ. Вӑл, ахӑртнех, ман умра хӑй яланах тӗрӗс тӑватӑп тенӗ, эпӗ вара хама ун умӗнче ҫветтуй пек тӗрӗс ҫын вырӑнне хунӑ. Негоро та ыттисем пекех Америка континентне хӑвӑртрах ҫитесшӗн тӑрӑшмалла пек ӗнтӗ. Иртӗр. Унӑн хура халачӗн арки тӳремелле тухакан алӑкра мӗлтлетсе илчӗ. Анчах ҫав ман кӑмӑла каятчӗ… — Сеймур, — терӗ Паганель. Илтшех пӗтереймештӗп шав… Кунтан вӑл Голланди карапӗ ҫине ларса Амстердама, Амстердамран Анлие таврӑнать. Диасӑн мӗнпур йӗркийӗ картонран тунӑ ҫурт пек йӑтӑнса анӗ. Сирӗнне эпӗ нимӗн те илмен. — Кам пулатӑн эсӗ? — ыйтнӑ вӑл унран тепрехинче. Вӗсенчен пӗри мастиф — тӑват слон пысӑкӑш, тепри — вӗшли, мастифран ҫӳлӗрех, анчах унран ҫинҫерех. Анчах Уйӑх ҫинче атмосфера шӗвӗ те, ҫавӑнпа утнӑ чухне е сикнӗ чухне те сунчӑк пире кансӗрлемест. Унӑн Павел сӑмахне халӑх хушшине тӳсме ҫук хӑвӑртрах сарас, пӗтӗм ҫӗр ҫине ывӑлӗн сӑмахӗсене сапса тухас килсе кайрӗ те, тухтӑр ҫине вӑл мӗн каласса кӗтсе пӑхрӗ, тархаслама та хатӗр пулчӗ. Анчах эпир хӳме патне ҫитмен-ха. Уй тӑрӑх пӗччен сӗтӗрӗнсе ҫӳреме кичем ан пултӑр тесе, эпӗ тӑватӑ лаша тытатӑп: пӗри хам валли, виҫҫӗшне тусӑмсем валли; вӗсем ман лашасемпе хаваслансах ҫӳреҫҫӗ, анчах нихҫан та манпа пӗрле каймаҫҫӗ. Куна валли вӑхӑт нумаях кирлӗ пулмарӗ. Швабрин вилнӗ ҫын пек кӑвакарса кайрӗ. Сухаҫӑсене аран-аран пуҫтаркаласа ҫитертӗм. Исландецсен мӗскӗн ҫурчӗсене тӑпрапа торфра тунӑ, вӗсен стенисем шалалла чалӑшса тӑраҫҫӗ; тӳрех ҫӗр ҫине ларнӑ чалӑш ҫивиттиллӗ хӳшӗсем евӗрлӗ; ҫав ҫӗр пӳртсен ҫийӗсем лайӑх ҫарансем пулса тӑраҫҫӗ: пӳрт ӑшшипе курӑк аван ӳсет, вара ӑна ҫулла тирпейлӗн ҫулса пуҫтараҫҫӗ. — Вӑл килте ҫук: вӑл яланах ирех тӑрать те, ӑҫта та пулин тухса каять. Пур ҫӗрте те пӗр вӑхӑтрах пушар сике-сике тухнӑ. — Км эпӗ, Совет председателӗ, Разметнов. Йытта ачашласа пӑхас килет-и санӑн? Манӑн ӗлӗк чӑнах та трактир пулнӑ, анчах халӗ эпӗ чухӑн ҫын. — Ҫапла ӗнтӗ… Йытӑпах сунара ҫӳретӗр? Кирлӗ ӗҫре хӑйне тупма пултарать-и? — Ҫар командующийӗ хушнипе каҫалапа яла машинӑсем килсе ҫитеҫҫӗ, полк валли ҫителӗклӗ обмундировани тата ҫимелли продуктсем тиесе килеҫҫӗ, — пӗлтерчӗ вӑл. Джон Мангльс пассажиркӑсене курсанах вӗсем патне хыпаланса пырса вӗсене каютӑна кайма хушрӗ. Чӳречене хирӗҫ, чие туратти ҫинче, Павел ҫине хӑйӗн йӑскӑн куҫӗсемпе шиклӗн пӑхкаласа, сӑрӑ пӗсехеллӗ ҫерҫи тӗкӗсене тӑратса ларать. Ҫапла туни кометӑсем ҫинчен калакан теорине аталантарнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫак теори халӗ питӗ юлса пырать. — Андрейч, Андрейч тетӗп! — тет хуллен Миките мӗн пулнине сиссе, ҫан-ҫурӑм шӑнӑрӗсене хытарса. Вӑрланӑшӑн вӗсем пирӗн утта тӳрех хутора тиесе килччӗр, ку тӗрӗс пулать. «Вӑрмана» кӑвайт пухма кам каять? Патша ман патӑма пырать те: «Тав тӑватӑп сана. Сирӗн ман сӑмаха, усал этем сӑмахне, ӗненмеллех пулать. Сӑмах май, ку вӑл самаях хаклӑ тата ятарласа вӗренмелли хатӗр, моряксем вара ҫӗнӗлӗхсене пит юратсах каймаҫҫӗ, ҫавӑнпа хӑйсем лайӑх тыткалама вӗреннӗ гарпунпа ахаль сӑнна хисеплерех параҫҫӗ. Вара сасартӑк унӑн пуҫне пӗр ансат та уҫӑмлӑ шухӑш килсе кӗчӗ, — ку шухӑш ӑна; ҫӑлӑнӑҫ парать, — пурӑнма май парать. Качака мар, кӑвакарчӑн темелле. Хӑпартам эп сана кирлӗ таран! Кам пӗлтӗр ӑна! «Пилигрим» арканнӑ чух пӗрле пулнӑ ҫынсенчен чи малтан ӑна турӑ хӑй патне илчӗ. Паромпа Дон урлӑ каҫсан, ӑйӑрсем Дон хӗрринчи тӑвайккине улӑхнӑ чухне, Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, урапан Варя ларса пыракан айккипе утма пуҫларӗ, аттипе ҫул хӗрринчи лутра армути ҫине пуса-пуса, халӗ, хӗвел тухиччен, тӗссӗр, анчах кун пуҫлансан хӗвел ҫинче асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗспе ҫиҫекен сывлӑм шывне сирпӗтсе пычӗ, Сайра хутра вӑл Варя ҫине пӑхса илет, унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес тесе, йӑл кулать, шӑппӑн: — Ну-ка, Варюха, куҫна типӗ вырӑна куҫар-ха. Ҫак ир вӑл хӑй ӑшӗнче пӗрмаях, хӑйне хӑй аякран килнӗ чӑркӑш ҫын пек тыткаласа, полкне ҫапӑҫӑва мӗнле хатӗрлесе ҫитернине тишкере-тишкере пӑхрӗ. Ҫук, юлмасть вӑл кунта! Алсемпе темӗнле паллӑсем туса кӑтартса, эпӗ ӑна аран-аран хамӑн истори ҫинчен ӑнлантартӑм. Ним чухлӗ те! Вара малалла каласа кайрӗ: — Манӑн вилнӗ аттепе анне мана вун сакӑр ҫула ҫитсенех авлантарчӗҫ. Ҫак майпа ухтарусем пулчӗҫ. Хӗҫпӑшал тата пилсудчиксен «Стрелец» ятлӑ организацийӗн документне тупрӗҫ. Паж правипе усӑ курса, эпӗ ун ҫумӗнче ларатӑп. Манӑн сана мана аллусемпе йӑттарас, кунтан илсе кайтарас килчӗ. Тӑхта-ха эп сана, усал ҫури, шуйттан хӗнесчӗ сана, лаҫҫуна ишсе антарасчӗ, ташлаттарӑп-ха эп сана! Ларусенчи ӗҫ-пуҫсем ҫинчен вӗсем арӑмӗсене кала-кала пачӗҫ, лешсем — хулари палла-тӑран дамӑсене, кусем вара — ҫӗвӗҫсене, акушеркӑсене, мӗн унта, тарҫи-тӗрҫисем таранах. Ҫапла, малалла! Дубровскипеле курнӑҫнипе питӗ хумханса, Марья Кириловна йывӑҫ пахчинчен тавӑрӑнчӗ. Анчах мӗншӗн пӗр чашӑк кӑна? — Михалаки, — Алафранговран ыйтрӗ тӑхлачи. — Мӗнле ят вара ҫав Клеопатра тени? Луиза вӑл уҫланкӑна лайӑх пӗлнӗ, — ку вырӑнпа унӑн хаклӑ асаилӳсем ҫыхӑнса тӑнӑ. — Чӑт, йытӑ, чӑт! — кӑшкӑрчӗ Джек; йытӑ, унпа калаҫнӑ евӗр, вӗрсе тӑчӗ. Вара бизон амисем пӗчӗк бизона инкек пулнӑ пулӗ тесе, хумханса кайнӑ. Тӗттӗме пӑхмасӑр, темӗнле ҫынсем таҫталла васканӑ. Апла пулсан, лётчиксен халӗ хамӑр артиллери аркатса тӑкнӑ тӑшман укрепленийӗсем урлӑ танкистсем каҫассине хӳтӗлемелле, наступлени тӑвакан танкистсем ҫийӗнчи сывлӑша тасатса, сыхласа пымалла пулнӑ. Вӑл портрет ҫине айваннӑн пӑхрӗ, ку вӑхӑтра ун пуҫӗнче хӗрача пит-куҫӗнчен асӑрхаса илсе пир ҫине ӳкернӗ тата кистьпе пӗр хӗрхенмесӗр пӗтерсе хунӑ йӗрсем тӑчӗҫ. — Ҫапла, пӗтрӗ йӗкӗт! Унӑн амӑшӗ, Ольга Ивановна, коллежски секретарӗн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ тата Кузьмичовӑн тӑван йӑмӑкӗ, вӗреннӗ ҫынсемпе ӑслӑ ҫынсен обществине юратаканскер, ҫӑм сутма каякан пиччӗшне йӑлӑна-йӑлӑнах Егорушкӑна хӑйпе пӗрле илсе гимназие вырнаҫтарса хӑварма ӳкӗте кӗртрӗ; халӗ ӗнтӗ ача акӑ, хӑй ӑҫта тата мӗн тума кайнине пач ӑнланмасӑр, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑ та, ӳксе юлас мар тесе, унӑн хулӗнчен тытса пырать, вӗреме кӗнӗ чейник хуппи пек сиккеле-сиккеле илет. Тур ҫырлах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ унтанпа! Ҫак ирхинех Артём та киле тавӑрӑннӑ. Пирӗн пӗтӗм ӑнӑҫсӑр ӗҫсемшӗн пӗр вӑл ҫеҫ айӑплӑ. Астӑвӑр-ха, Тасман экспедицинчи матроссенчен пуҫласа аркатнӑ «Гауса» ҫитиччен вӗсем Европӑн мӗн чухлӗ матросӗсене вӗлерсе ҫисе янӑ! Нимӗн те тухса тараймасть ун ҫӑварӗнчен, яшка сан хырӑмна мӗнле анать, вӗтӗ раксем те китӑн пысӑк хырӑмне ҫавӑн пек ансаттӑн анса каяҫҫӗ. Ну, мӗнле, тӑвансем, ҫывӑрма кӗрер пулӗ? Шӑп ҫак вӑхӑтра — ак кӗтмен ӑнӑҫлӑх! — тискер ҫынсем, юлашки хут вӑй хурса, сӗрекине шывран туртса кӑларчӗҫ. Мӗнле маннӑ-ха куна эпӗ? — Директор пур-и? Вӑл йӑваш, ырӑ кӑмӑллӑ салтак; унӑн шухӑшлӑ хитре сӑйӗ-пичӗ ҫинче ҫӑлкуҫ пек ҫутӑлса тӑракан куҫӗсем яланах пӗр пек ҫутӑпа, ҫурхи лӑпкӑ ҫутӑпа йӑлкӑшаҫҫӗ. — Эсир ку хута ӑҫта та пулин хӑвӑрӑн тумтир ӑшне пытарӑр. Ӗнер эпӗ ӑна кая юлса ҫитнӗшӗн вӑрҫма та пултарнӑ. Паян — вӑрҫаймастӑп. Арку ҫинче ача йӑтса кил-ха акӑ, йӑтса кил анчах, — хам аллӑмпах пӑвса пӑрахӑп! Тӗлпулу хаваслӑхӗпе хавхалансан, ҫулҫӳревҫӗсем патагонец хыҫҫӑн юхӑнса ҫитнӗ эстанцин сарайне уттарчӗҫ. А ҫав, япала ҫӗкленӗ лакея мӗншӗн патӑн, эппин? — кӑшкӑрать чей стаканӗ тытнӑ аслӑрах офицерӗ. Эпир пӗчӗк кӑвайт хутӑмӑр. (Ҫакна палӑртмалла: пӗтӗм Переброчӗпех Ярмола чи чухӑн, чи кахал мушик вырӑнӗнче шутланать; шалу укҫипе хӑйӗн хресчен тупшӑрӑвне вӑл ӗҫсе ярать; унӑнни пек начар вӑкӑрсем таврара та урӑх ҫук. Укҫине пӗтерӗ, ҫӗтӗке тухӗ… Катя хӑй чемоданӗнчен Нина Капитоновна ҫырӑвӗсене тупса пачӗ. Нина Капитоновна Петьӑпа пӗрле Новосибирск патӗнче пурӑннӑ та Даша инке тӑхлачи, Катя кукамайӗ, пурнӑҫне пӗлесшӗн пулса хӑшпӗр ҫыруне сасӑпах вуласа пама хушрӗ. — Чӗнмест! — салхуллӑн каланӑ Фома, хулпуҫҫийӗсене кӑртлаттарса. Диван ҫинче халӗ те пӗр-вӗҫӗмрен табак туртса ларать-ши? Анчах Уйӑх Ҫӗре яланах хӑйӗн пӗр питне кӑна кӑтартни мӗне пӗлтерет-ха? Киле илсе ҫитерем те эпӗ ӑна, турӑ ангелне, пӗтӗм вӑя хурса аҫу-аннӳ умӗнче сирӗншӗн чура пек тӑрӑшӑп; кун пек хӗршӗн хулӑм та кирлӗ мар, тесе калӑп, — терӗ вӑл. Пӗрре мана юр ҫинче пӗтӗмпех шӑнса вилнӗ антилопсене курма тӳр килчӗ. — Апла пулсан, эсӗ те пирӗн хӳтлӗхре тӑратӑн. Аннен тепӗр упӑшкаран, Вяловран, пулӑҫран, тата ик ача пулнӑ, эпӗ тата Сергей шӑллӑм… — Курмасӑр, — салхуллӑн тавӑрчӗ Огнянов. — Улталарӗ, йӗрӗнчӗк!» Ку хутӗнче палуба ҫине Элен хаваслӑ тухрӗ. Пӗр япала ҫеҫ киревсӗр, кам та пулин ун пирки: унран асӑрханмалла, — тесе шутлама пултарать. — Шуррисем те пур-и? Акӑ — шалкам ҫумӑр, вулкан чул муклашкисем сирпӗне-сирпӗне вӗҫеҫҫӗ. Амӑшӗ хыҫӗнче пахча, малта масар, сылтӑмра, пӗр вунӑ чалӑшра, тӗрме. Вӑл тияккӑн арӑмӗ патӗнче пурӑннӑ, ун патӗнчех, мунчара, ҫав революционерсем хӑйсен конгресӗсене туса ирттернӗ. Каҫ пулас умӗн, шинельпе пӗркенсе, ун превосходительстви пурӑнакан ҫурт умне кайрӑм, хӗр каретӑна лармӗ-ши тесе нумай вӑхӑт кӗтрӗм, манӑн ӑна тепӗр хут курас килетчӗ, анчах вӑл тухмарӗ. — Ку тӗрӗс. Кӑвак мустанг тапах чарӑннӑ, шӗвӗр шпорӑпа лектерсен тин вӑл каллех малалла вӗҫтернӗ. Пурпӗрех мар-и, тепӗр тесен! Пысӑк мӑшкӑл йышӑнӗ вӑл сирӗн урлӑ, ӗмӗрне те манӑҫмалла мар намӑслӑх, вӑрӑм куляну тухать ӑна… Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫичӗ вуннӑмӗш пайне яхӑн тинӗссемпе океансем йышӑнаҫҫӗ; виҫҫӗ вуннӑмӗш пайӗ ҫеҫ тип ҫӗр шутланать. Пирӗн тӑван ҫӗршыв — Советлӑ Социализмлӑ Республикӑсен Союзӗ — пӗтӗм тип ҫӗрӗн улттӑмӗш пайне йышӑнать, вӑл 22 миллион тӑваткал километр, е 2200 миллион гектар пулать. Пирӗн патшалӑх — Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи пысӑк ҫӗршыв. Ӑна ушкӑн ҫинелле йӑтса хӑпартрӗҫ, Корытов ӑна:— Нимӗҫсем паян капитуляци туни ҫинчен алӑ пуснӑ… — терӗ. Каллех тапак турама тытӑнчӗ те чарӑнса тӑчӗ, Костя ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Анчах эпӗ ҫапах та ӑнланаймастӑп, мӗнле манпа ҫыхӑнса тӑрать-ха ку кӗнеке ҫав икӗ чухӑн хӗрарӑмпа? — Вӑл ӑслӑ хӗрарӑм! — тенӗ те Фома, ҫирӗппӗн, куҫ айӗн пӑхса, аллисене кӗсйине чикнӗ. Ула вӗшле йытӑ, йӗр шыраса, ҫаралнӑ хӳрине ҫине тӑрсах сулкаласа, кордон патне чупса пычӗ. Вӑл, пуҫӗпе пукан хыҫӗ ҫине ӗшеннӗн таянса, куҫне ҫурри хупса, тем шухӑшлать. Хам ҫывратӑп, ҫав вӑхӑтрах такам шакканине те илтеп пек. Тӗлӗнтермӗшле нумай-нумай хастар генерал пекех, хӑш чухне вӑл кӑштах йӗрсе илме те юрататчӗ. Ҫавӑн пек жаргонпа Ирландире ҫеҫ, Гальвей графствинче калаҫаҫҫӗ; Кадрсен пайӗн начальникӗ патне виҫҫӗмӗш хут та пырсан, эпӗ хама полка яма ыйтрӑм, унта яраймасан, ҫурҫӗр флочӗн ВВС-не яма ыйтрӑм. Е ҫак ҫулхине арифметикӑпа «отлично» вӗренмелле пулать. Ҫакна хӗрача ҫав тери уҫӑмлӑн каларӗ, ача вара, вӑл хӑйӗн чӗрҫи ҫине пӗр купа чечек пӑрахнине илтрӗ. Ҫак ниме кирлӗ мар сӑмахсене пӑхмасӑр калама пӗлнинчен эпӗ хам та тӗлӗнсе кайрӑм. Эпӗ мӑшкӑлласси ҫинчен шухӑшламан та. — Кам вара эпӗ кунта, чи малтан пуҫлама. Уйрӑлу шухӑшӗпе пӗрле манӑн ӑшӑмра темле паллӑ мар, анчах тутлӑ шанчӑксем, пулас хӑрушлӑхсене кӗтнисем, паха кӑмӑллӑ чыслӑх шухӑшӗсем хутшӑнса кайрӗҫ. Хӑвна ху хуҫа, ӑҫта каяҫ килет — унта каятӑн, мӗн тӑвас килет — ӑна тӑватӑн.. Саша ҫаврӑнса тӑрса каялла пӑхрӗ те аллине тӑсса пачӗ. Унӑн аллисем илемлӗ, ҫемҫе те шурӑ пулнӑ: калаҫнӑ хушӑра вӑл час-часах хӑйӗн сюртукӗн тӳминчен тытнӑ. Кай, Федюшка, анчах асту, Павел Яковлевича халех кунта илсе кил. Ҫавӑн пек каласан, Зеб хӑй хутаҫҫи ӑшӗнчен хут татӑкӗ туртса кӑларать, хӗррисемпе ҫунса, пӑшал тарӗпе хуралса кайнӑ хут татӑкӗ кӑларать. Анчах йывӑр пӑлханупа тулнӑ уйӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, хӗллехи ҫил-тӑманти обоз пек шуса пычӗҫ. Анчах, кам пӗлет, тен вӗсем ҫӗнӗрен атакӑна кӗме каҫ пуласса кӗтеҫҫӗ? Преступлени тунӑ, ҫын вӗлернӗ, эсир ӑна хӑвӑр та пӗлетӗр. — О, епле манӑн вӗсемпе пӗрле пулас килет! — татах кӑшкӑрса ячӗ Роберт. — Юрӗ, — терӗ Том, — эпӗ сана хам шухӑша калам-ха. Ну, вӑл мӗскер? Вӑл кӑшт йывӑртарах, вырӑссен пурте йывӑр, анчах килӗшӳллӗ, илемлӗ. — Юланутпа. Вячеслав Михайлович малтанхи минутсенче пулакан именчӗклӗхе сирсе яма пулӑшрӗ, вара пурте калаҫӑва хутшӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та ман шутласа пӑхмаллах!.. Ҫар валли кашни урам пӗрер батальон салтак парать. — Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм! — ассӑн сывласа ячӗ Пантелей. Ром хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнчӗ: пире пиратсенчен ҫур милӗ уйӑрса тӑратчӗ, ҫапах та эпир чылай ҫӗрлечченех вӗсем юрланине тата кӑшкӑрнине илтрӗмӗр. Вӑл вара пӗрре чӳречерен пӳрт сулхӑнӗнче шарсем хӑвалакан ачасем ҫине, тепре хӑйӗн тирпейлесе пуҫтарнӑ ҫӗнӗ хваттерӗ ҫине пӑхать те ҫак станицӑра, ҫӗнӗ ҫӗрте, мӗнле лайӑх савӑнса пурӑнасси ҫинчен шухӑшлать. Суту-илӳллӗ шавлӑ хула хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫак хӗрарӑма интереслентермен, — упӑшкипе пӗрле хула хушшине катаччи чупма тухас пулсан, вӑл яланах ямшӑк ҫурӑмӗ ҫине пӑхса пынӑ. Кӑшкӑрасса инҫетре кӑшкӑрчӗҫ, анчах та кӑшкӑрни хӑлхасене хупларӗ, пуҫа шавлаттарчӗ. — Малтанлӑха мана темиҫе пин франк та ҫитмелле. Андрей ӑна палласа илчӗ. Вӑл Умрихин иккен. Малалла вӑйсӑртарах вӑтам хресчен Николай Люшня сӑмах илчӗ. — Эсӗ пренисем туса ан тӑр. Ӗҫӗ ахалех паллӑ кунта, — асӑрхаттарчӗ ӑна Нагульнов. Вӗсем сапаланчӑк тураттисен ҫупӑрлавӗнче чуна ҫӗклемелле тирпейлӗ банксисем ӳсеҫҫӗ. Вӑл пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнса килмешкӗн пултарать, кирлӗ пулсан, вӑл ҫак ҫӳреве тӑвать те. Ҫӗр ҫинчи юханшывсем ҫинҫе, кукӑр-макӑр ҫипсем пек, вӑрмансем — хура пӑнчӑ пек кӑна курӑна пуҫларӗҫ. Санин ним турткаланса тӑмасӑр килӗшрӗ те, сылтӑм аллин икӗ пӳрнипе тата сулахай аллин виҫӗ пӳрнипе (пуҫ, вӑта тата кача пӳрнипе выляса), кӑшт сӑмса витӗр тухакан ҫинҫе тенор саспа малтан «Сарафан», кайран «По улице мостовой» юрласа пачӗ. Хӗрарӑмсем виҫӗ енчен кӗпӗрленсе пычӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, кулкаласа, Давыдов ҫине пӑха-пӑха илсе, урапа ҫине улӑхма пуҫларӗҫ. Вӗрен! — Ан тив, вырӑс пултӑр Варламов, анчах чунӗпе вӑл пурпӗрех жид; пӗтӗм пурнӑҫӗ унӑн укҫара та пуяссинче, а эпӗ хамӑн укҫана кӑмакара ҫунтарса янӑ. Ҫук, татӑк ҫӑкӑр та уншӑн тем пекех хаклӑ, ачасене вӑл тӑрантарать-ҫке-ха, ҫемьене те, мӗн тесен те, хӗрарӑм тытса пырать. Тус пулӑр, мана ҫавӑн пек май туса парӑр. Николай Петровичӑн кучерӗ лашасене илсе тухрӗ. — Ну, ҫавӑрӑнкала, хулӑм сухал! — терӗ Базаров ямшӑка. Ҫапла тӑвасшӑнччӗ вӑл, анчах та калас сӑмахне калаймарӗ, вӑл куҫҫульпех макӑрса ячӗ те вара залран ухмаха ернӗ ҫын пекех тухса чупрӗ. Слонӑн икӗ асав шӑлӗ вӑтамран ҫирӗм сакӑр фунт таять, 1874 ҫулта ун хакӗ пин ҫурӑ франка ҫитнӗ. Ҫӗр утмӑл фунт таран йывӑрӑшлисем те тӗл пулаҫҫӗ. — Сирӗн пит лайӑх американски лашуна мексикански мустангпа улӑштармалла-и? Анчах шеллетӗп пулсан — вӑл ӗнтӗ эпӗ амӑшӗ пулнипе!.. — Лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ эсӗ, Павлуша! — терӗ вӑл. — Валька мӗншӗн пӗлтермен вара ун ҫинчен? Анчах ҫапах та каялла чакасси ҫинчен те, тарса каяс пирки те сӑмахламарӗҫ-ха. Черккери мадерӑна шӑллӗ мӗн тери юратса, васкамасӑр ӗмсе янине асӑрхаса, Петр хӑй ӑшӗнче кулса шухӑшларӗ: «Уссине пӗлет». Пурте эпир ҫуйкӑнлӑх ҫуккипе телейсӗр… Вӑл вилнӗ ҫынсем ҫинчен калама тапратрӗ: вӗсем шӑтӑксенчен тухса, ҫурҫӗрччен хула тӑрӑх ҫапкаланса, хӑйсем пурӑннӑ ҫӗре, хӑйсен тӑванӗсем юлнӑ ҫӗре шыраса ҫӳрени ҫинчен каларӗ. — Мӗнле тӳрех? Вӑл курчӗ — Бек-Агамалов, куҫне хӗрарӑм ҫинчен илмесӗр, хӗҫне ерипен-ерипенех пуҫӗ тӑрринелле ҫӗклет. — Питӗ аван, — терӗ вӑл. — Малалла ӑнлантарма кирлӗ мар. Сирӗн пуҫӑра ман ҫинче хӑвӑрӑн рыцарьла вӑй-хавалӑра сӑнаса пӑхас фантази килсе кӗнӗ. Унтан Дантон ҫинчен куҫне илсе, Симурденпа калаҫма пуҫларӗ: — Итле-ха, Симурден гражданин, республика ҫулпуҫӗ йӑнӑш ӗҫ тусан, эсӗ унӑн пуҫне касса татма хушнӑ пулӑттӑн-и? — Эх, епле ман ҫемҫе вагона ларса санпа пӗрле инҫете, инҫете каяс килет-ҫке!.. Тепӗр кӗтесре батальон вӗренӗвӗ ҫинчен тавлашу пырать, Чертокуцкий вара, вӑйӑра икӗ хутчен майра вырӑнне валет пӑрахма ӗлкӗрнӗскер, кӗтмен ҫӗртен ҫын калаҫӑвне хутшӑнса: «Хӑш ҫул» е «хӑш полкран?» — тесе кӑшкӑрать. Вӑл тепӗр чух хайӗн ыйтӑвӗ вырӑнсӑр пулнине те асӑрхамасть. Анчах ССР Союзӗнче унашкал, капиталистсем, помещиксем, кулаксем тата урӑх ҫавӑн пек классем тек ҫук ӗнтӗ. «Чарӑн! — пӳлсе хучӗ вӑл хӑйне хӑй пӑхӑнтармалла сасӑпа. Анчах та вӗсен килӗнче ӑна нумай вӑхӑт хушши вилнӗ тесе шутламан. Вӑрман аялта. — Лушка! — шӑппӑн чӗнчӗ Давыдов. Вӑл, выҫӑ ҫын антӑхса апат ҫинӗ пек, вӗҫӗмсӗр вулама пуҫлать. Вӗсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ! Тутисем ҫеҫ, хӑй ӑшшӑн кулман чухне, вӑл яланах шухӑшланине кӑштах палӑртса тӑраҫҫӗ. Ҫавӑнтанпа вара Кольхаун хӑй куккӑшӗн килӗнчен кайманпа пӗрех теме пулать. Халӗ вӑл шӑп ҫавӑн пек кӑмӑлпа ларчӗ ӗнтӗ. Ах, офицер пулса, пач та, пач та куна мар, урӑххине тупасса кӗтнӗччӗ эпӗ. Тытамака ерме шутламастӑн пуль те? — Ӳсӗр мар пуль-ҫке эсӗ? «Эпӗ, тӑванӑм, санран юлмастӑп», — тесе ӗнентерчӗ вӑл Карповича. — Хуҫа ҫук пирӗн, Яков Петрович, — терӗ вӑл хуҫана питӗнченех. Огнянов Клисурӑран тухса кайнӑ хыҫҫӑн студент та Рада патӗнчен хӗҫ-пӑшал салатса панӑ ҫӗре кайнӑ, унтан Стара ҫырми патӗнчи окопсем енне пынӑ. Хӗлле ҫак ҫӗлӗксем 3 000 — 4 000 километр сарлакӑшне ҫитеҫҫӗ; ҫулла вӗсем чылай пӗчӗкленеҫҫӗ, кӗркунне еннелле кӑшт кӑна палӑракан шурӑ пӑнчӑсем пек тӑрса юлаҫҫӗ, хӑшпӗр чухне тата пачах пӗтеҫҫӗ. — Санӑн ман ҫӳҫ пулас пулсассӑн, пӗр арҫын та сан умра чӑтса тӑрас ҫук тетӗн-и ҫак эсӗ? Карл Иваныч ҫакна пачах хӑлхине чикмесӗр, хӑйӗн яланхи йӑлипе нимӗҫле саламласа, тӳрех анне алли патне пычӗ. Крестовников фабрикинчи рабочипе, Шапошников хушаматлӑ слесарьпе паллашсан, вӑл кӑшт урӑхларах калаҫма пуҫларӗ. Пӗррехинче вӗсем ман патра пӗтӗмӗшлех ҫавӑрттарчӗҫ, унтан, вӑтанса, нимсӗрех тухса кайрӗҫ, тепринче хама та хӑйсемпе пӗрле илсе кайрӗҫ. Граф Калуга хапхи патӗнче Шабловкӑра пурӑнатчӗ. Халӗ тин, Аржанов ҫине айккинчен пахса, Давыдов унӑн ҫилпе кушӑрканӑ, вистенсе тӑракан янахӗсем ҫинче йӑл кулнипе пулнӑ вӗт пӗркеленчӗксене асӑрхарӗ. Морис Джеральд ҫак хӑрушӑ преступленире айӑплӑ пулман пирки Луиза пӗртте иккӗленмен. Вӑл Муратлийский арӑмне ним каламасӑрах пӑхкаларӗ. Степан Ивановичӑн койкине чӳрече пӑтне лартрӗҫ — уншӑн вӑл ҫав тери савӑнчӗ; Кукушкина кӗтессе, Степан Ивановичпа юнашар куҫарчӗҫ, пушаннӑ вырӑна вара ҫемҫе пружинӑллӑ матрац хунӑ пит те лайӑх лутра кровать лартрӗҫ. — Мӗн каламалли, сахал мар эс ӗнтӗ пурӑнтӑн. Пуҫне мӗн те пулин пырса кӗрсен вӑл ялан ҫапла. — Мӗншӗн вӗрентмелли пур-ха сан ӑна? Вӗсем халь хӑйсем ҫинчен, вӑрҫӑра услам курасси ҫинчен шутламаҫҫӗ, червонецсем, хаклӑ хӗҫпӑшалсем, ҫӗленӗ сӑхмансемпе черкес лашисем ытларах пухма камӑн телей пуласси ҫинчен шутламаҫҫӗ; вӗсем чул тусем тӑрринче ларакан ӑмӑрткайӑксем пек шухӑша кайнӑ; тепӗр чухне чӑнкӑ та ҫӳллӗ тусем тӑрринче ӑмӑрткайӑксем лараҫҫӗ, унтан вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан тинӗс курӑнать, тинӗс ҫийӗпе галерӑсем, карапсем, тӗрлӗ суднӑсем вӗтӗ вӗҫен кайӑксем пек ҫӳреҫҫӗ, тинӗс хӗррипе кӑшт ҫеҫ курӑнакан ҫыран ҫип-ҫинҫен тӑсӑлать, хурт-кӑпшанкӑсем пек хуласем лараҫҫӗ тата вӗтӗ курӑк пек вӑрман тайӑлать, — шӑп ҫакӑн пек ларакан ӑмӑрткайӑк пек тӑраҫҫӗ козаксем. Тепӗр кунне эпир ирех ҫула тухрӑмӑр. Эсир ӑна ман ҫинчен пӗр сӑмах та ан калӑр: енчен вӑл мӗн те пули, ыйтса пӗлес пулсан, ман ҫинчен эсир ырӑ ятпа ан асӑнӑр. Ҫапла, Африкӑра аслатиллӗ ҫумӑр питӗ хӑрушӑ. Шалкӑм ҫумӑр, йывӑҫсене те тӳнтерме пултаракан вӑйлӑ ҫил, пӗр вӗҫӗмсӗр ҫиҫекен ҫиҫӗм — ҫакӑн пек ку вырӑнсенчи аслатиллӗ ҫумӑр. Пӑрахут ир ҫитрӗ, тул ҫутӑлсанах; эпӗ япаласене пристане хӑвартӑм та хам хула курма кайрӑм, аяккарах та кайса уҫӑлса ҫӳрерӗм, вӑхӑт ирттӗр, сирӗн пата ытлашши ир килес мар терӗм, ҫавӑнпа эпӗ ҫулпа утман. Елена, карчӑк ҫине пӑхса, ӑна палласа илчӗ. Полк командирӗ пулма сан права пур. — Эпӗ сирӗнпе пыратӑп, Джон, — терӗ Паганель. Эпир каллех катмакпа кӗреҫе тытса чавма тытӑнтӑмӑр, пӗр-ик сехет ҫурӑран ӗҫ вӗҫленчӗ. Эпӗ Голландире нумай ҫынсене пӗлеттӗм. Тепӗр кунне, ирпе, эпӗ больница палатинче, аҫа ҫури койки ҫинче лараттӑм; вӑл койкинчен вӑрӑмрах та, унӑн анса кайнӑ кӑвак носки тӑхӑннӑ урисем койка пуҫӗнчи хулӑсем витӗр курӑнса тӑратчӗҫ. Вакханкӑсем ҫуйхашни ҫеҫ илтӗнет, тата ҫыран хӗрринче ҫав хӗрӗн пуҫ кӑшӑлӗ выртса юлать. Ҫапла ҫак утравӑн историйӗ. — Мӗншӗн апла? Вара карланкине каҫӑртса, вӑл харсӑрӑн тапратса ярать: — Э, э-эх кӳ-ӳлетӗп пӗр тройка ҫивӗчХура-турӑ ай лаша, Ах, вӗҫтереп вара ҫӗрле эп Тӳрех-ай, тӳрех савни патнелле! — Ҫапла, каласа пачӗ. — Ах, турӑҫӑм! — тенӗ юлашкинчен сунарҫӑ. Чимӗр-ха, мӗншӗн калинккене уҫатӑр эсир? Кӗлечӗ халь хамӑрӑн, хуҫа пек пулсам. Хулленрех! Пурне те лӑпланма хушса вӑл карлӑк урлӑ уртӑнчӗ, унтан тимлесех итлеме пуҫларӗ. Чылай асӑрханӑ эпӗ: сывлӑхлӑ арҫыннӑн, хӑйӗн чунӗ лӑпкӑ пултӑр тесен, ир авланмалла мар… хӑйӗн арӑмӗ ҫеҫ сахал пулать ӑна, вара вӑл ыттисем патне чупма тытӑнать… Базаров ахӑлтатма чарӑнмасть, анчах Аркадий, хӑйӗн учительне темӗн пек хисепленӗ пулсан та, ку тапхӑрта ӑшшӑн та кулса пӑхмарӗ. Вӑт кӗтнӗ хӑна! Кӑнтӑрлапа Пузыревский бандӑн пӗр пайне Глубокий ятла хутор патӗнче хӑваласа ҫитнӗ те пӗр ҫын хӑварми вакласа тӑкнӑ. Старик хӑйпе калаҫакан ҫине ӑшшӑн пӑхса илчӗ. Ҫак мӗнле япала иккенне курӗ вара. Эсаул та унтан тӑрсах юлмасть, вӑл темӗн те пӗр намӑс сӑмахсем каласа вӑрҫать, вырӑн ҫинче выртакан казаксене виҫӗ вӗҫлӗ саламачӗпе ҫапа-ҫапа хӑваласа тӑратать. Ҫапӑҫу пуҫланнӑ. Тапӑнакансем теттесене ҫавӑрса илме шутланӑ. Мишель Флешар хыпарҫӑ тавра кӗпӗрленсе тӑракан ушкӑнта тӑрать. — Аннӳ? — ыйтрӗ хӗрача, кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. Вӑл Дон Морисио кайни ҫинчен пӗлнӗ ӗнтӗ. — Йӑли ҫавӑн пек ӗнтӗ, сэр, — тесе хушса хучӗ вӑл, айӑпне каҫарма ыйтнӑ пек пулса, кун хыҫҫӑн часах вилсе кайрӗ. Люба, ура ҫине тӑрса, сӗтел тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан лампӑна ҫутса янӑ. Абрексем шӑтӑка кӗрсе ларнӑ та пӑшалсенчен пенӗ тата чӗррӗн парӑнмастпӑр тесе хӑратнӑ. — Ытла та юрататӑп эпӗ сана, Тоня. Сӑмахпа каласа пама пултараймастӑп эпӗ сана, пӗлместӗп. Вӗсене интереслӗ кӗнекесем кӑна тени сахалтарах пулӗччӗ! Августӑн 10-мӗшӗнче эпӗ Парижра пултӑм. «Эпӗ хам лашана мексиканкӑпа улӑштарни пит те телей-ҫке! — тесе шухӑшлать Кассий Кольхаун. Эпӗ ун пек каламарӑм та, анчах та вӑл ҫавӑн пек ӑнланчӗ, уйрӑлас умӗн, мана хӗрхенсе, питҫӑмартинчен чуптуса илчӗ. Кулни ан курӑнтӑр тесе, Нечаев ҫӑварне ҫинҫе ал тупанӗпе хупларӗ те, кӑштах именнӗ Осетровран чӗтренсе тухакан сассипе:— Эсӗ, Тихӑн Гордейч, ӑна ӑса шанчӑклӑ пытартӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Чиркӳре юрланӑ тесе, улпут вырӑнне хурать пуль ӗнтӗ хӑйне! Ҫӗр айӗнчи вутсен вӑйне пула Вайкато шывӗн тӗпӗ кунта тикӗс мар. Ҫавӑн пек шухӑшсене эпӗ хӑвалатӑп пулин те, вӗсем мая пуҫа киле-киле кӗреҫҫех… — Эсӗ шӑршласа пӑх, мӗнешкел шӑршӑ кӗрет! — тесе кӑшкӑратӑп ӑна хирӗҫ. Ҫав вӑхӑтчен вӑл мана ҫул ҫинче ҫӳреме канлӗ пӳрт туса пачӗ. Темиҫе хут картишне кӗре-кӗре тухса, Кораблев хваттерӗнче ҫутӑ ҫутман-и-ха тесе пӑхрӑм. Каччисем унран пӗр шит те юлман, вӗсем тӗлӗнмелле ҫӑмӑллӑхпа сӗтелсем, тенкелсем, экрансем хушшинчен, тӗрлӗрен илемлӗ те чечен япаласем патӗнчен иртсе ҫӳренӗ. Вӑл япаласем, пӳлӗм тӑрӑх ытахаллӗн ҫеҫ сапаласа хунӑ пекскерсем, Фомашӑн пулсан — хӑрушӑ пулнӑ. — Анне! — хӑлхана ҫурса ярас пек кӑшкӑрса ячӗ Риво. — Ҫапла пулмасӑр, — терӗ Эрхип, пушар ҫине тарӑхуллӑ кулӑпа пӑхса тӑраканскер. Чӗре тапни, сехет ҫӳревӗн хӑвӑртлӑхӗ, ӳт клеткисенчи пӗчӗк-пӗчӗк пӗрчӗсен чӗтренӗвӗ — пӗр-пӗрин тӗлӗшпе улшӑнман, мӗншӗн тесен сывлӑшсӑр уҫлӑхра вӗҫнӗ чухне эпир аппаратпа пӗрлӗхре тытӑмланнӑ, унпа пӗрле пурте пӗр ритмпа куҫнӑ. Ҫак баррикада хыҫӗнчи урамра ларакан ҫуртсенче никам та пурӑнмасть-мӗн, вывескӑсем те ҫук, алӑксене хӑмасемпе ҫапа-ҫапа лартнӑ, чӳречесем ҫӗмрӗк, хӑш-пӗр ҫӗрте стена кӗтессине ишсе антарнӑ, пӳрт тӑррине шӑтарнӑ. Хӑвӑр батарея командирӗ пулсан эсир, хулана ҫитсе килме лаша та парас ҫук. Ҫакна илтсен, Крэнкбиль, хуллен кӑна хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа, полицейски ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илнӗ, унтан пӗлӗтелле пӑхнӑ. — Хӑвӑр ӗҫмен-ха, анчах тав тӑватӑр! — терӗ те амӑшӗ ывӑлӗ ҫине пӑхса ыйтрӗ: — Эпӗ кансӗрлеместӗп пулӗ? Мӗн шавлаҫҫӗ унта, килкартишӗнче? — терӗ. Артём кровать ҫинче ларакан Павка патне пырса ачашшӑн:— Ну, тӳрленетӗн-и, шӑллӑм? — тесе ыйтрӗ те юнашар ларчӗ. — Сирӗн шӳтле сӑмахӑр лайӑх пулаймарӗ, — типпӗн каларӗ Лиза. Ҫынни вара тупӑпа, йытӑпа калаҫнӑ пекех, калаҫа пуҫларӗ. Вунӑ сехет иртсен пурте хӑвӑрт саланчӗҫ. Доктор, Пӑван тата Доминикино хӑш-пӗр кирлӗ ыйтусем пирки калаҫма юлчӗҫ. Ҫынсем, ачам, ухмаха ертме пултараҫҫӗ, пултараҫҫӗ… — Паганель, — тесе ыйтрӗ Гленарван, ҫакна эсир пиртен мӗншӗн икӗ уйӑха яхӑнах вӑрттӑн тытса усранине каласа памӑр-ши пире? Коридоралла виҫӗ алӑк тухатчӗҫ, вӗсенчен иккӗшӗн хыҫӗнче проституткӑсем пурӑнатчӗҫ, виҫҫӗмӗш хыҫӗнче — семинаристсем хушшинчен тухнӑ чахоткӑллӑ математик, вӑрӑм, ырхан, хӑрушла сӑнлӑ, хӗрлӗрех тӗслӗ хытӑ ҫӑмпа витӗннӗ, кӗлеткине вараланчӑк кипкесемпе аран-аран пытаркаланӑ ҫын пурӑнатчӗ: кипки ҫурӑкӗсем витӗр унӑн кӑвакрах ӳчӗ ҫӳҫенчӗклӗн ҫутӑлса тӑратчӗ те айӑк пӗрчи шӑммисем курӑнатчӗҫ. Гурий Плетнёва арестлесе Петербурга, «Кресты» тенӗ ҫӗре илсе кайрӗҫ. — Килтех, ӑҫта пултӑр тата? Вӑл лӑп та шӑп «сире ҫав тери кӑмӑлласа инҫете ишсе ҫӳрекен карапӑн штурманӗ И. Климов» тесе ҫыракан ҫын пулнӑ! Хам ӑса маларах лекнисенчен пӗрне илетӗп те, тарӑнран тарӑнраха кӗрсе пырса, вӑрахчен, киленӗҫлӗн шухӑшлатӑп вара ун пирки. — Аҫу пирки-и? — ыйтрӗ Марийка. — Эсир суранланман-и? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Ром пар! — тепӗр хут каларӗ вӑл. Вӑл, Петербургпа Мускавра вунпилӗк ҫула яхӑн шавласа пурӑннӑ хыҫҫӑн, пурлӑхне пӗтӗмпех выляса пӗтернӗ те яла куҫнӑ. Тумлансан вӑл пӳлӗме кӗчӗ те, хӑна ҫине пӑхса, хавассӑн кулса илчӗ. — Ҫавӑн пекех нумай ҫын илсе кайнӑ пулсан, вӑрахах тытса тӑмаҫҫӗ пулӗ-ха… Пурте прери еннелле хытӑ пӑхса тараҫҫӗ. Ура сасси ан илтӗнтӗр тесе, унӑн урисене ҫӗтӗкпе чӗркенӗ. Чӑнах ара, кирлӗ мар апла калама. Почтальонсем, хӑйсене тутлӑ ҫитерессе сиссе, лашасене кайма пултарнӑ таран хӑваласа пыраҫҫӗ, кашни вунӑ миль каймассерен вӗсене пӗр самантра ылмаштарса кӳлеҫҫӗ. — Атя тимӗрҫ лаҫҫине, сулхӑна, атту эпӗ хӗвеле хӑнӑхман, — шӑрӑха тӳсеймесӗр, тарланӑ пичӗпе ҫара лӗпкине шӑлса илсе каларӗ Шалый. Шкулӗсене опытлӑ, вӗреннӗ педагогсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Тепре сунара кайсан вӑл ҫитӗннӗ упана тытнӑ, унтан аҫа упапа амине тытса вӗлернӗ. Е сан патна хӑнасем килеҫҫӗ, е санӑн хӑвӑн вӗсем патне каймалла; е пӗр-пӗр спектакль курмалла, е пӗр-пӗр артист юрланине итлемелле. Соборта ҫап-ҫутӑ. Ҫавнашкал ӗнтӗ пирӗн Конституцин рамкисем хальхи историллӗ самантра. Вӗсем вӑл ӑҫта ҫывӑрнине, ӑҫта тата мӗн ҫинине пӗлмен. Мускав таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳренӗ, хресчен хӗрӗсен портречӗсене ӳкернӗ, тӑмран йӑваласа вӗсен кӗлеткисене тунӑ, тӗрлӗ ҫынсемпе явӑҫнӑ, ҫамрӑккисемпе ваттисемпе те, пысӑккисемпе пӗчӗккисемпе те, Итали формовщикӗсемпе те, вырӑс художникӗсемпе те ҫӳренӗ, академи ҫинчен илтесшӗн те пулман, нимле профессора та пӗлесшӗн пулман. Пурте шӑпланчӗҫ; пурте ӑшшӑн кулчӗҫ, хӑйсем мӗншӗн кулнине вара никам та пӗлмерӗ… кашниех уйрӑличчен мӗн те пулин каласшӑн пулчӗ (паллах ӗнтӗ, хуҫа арӑмӗпе хӗрачисӗр пуҫне: вӗсем алчӑраса ҫеҫ пӑхса ларчӗҫ), кашниех туйрӗ: ҫакӑн пек самантсенче ниме тӑман сӑмахсем кӑна калама пулать, кирли ҫинчен тата ӑслӑ та чӗререн тухакан сӑмах темшӗн вырӑнсӑр, суя пулнӑ пулӗччӗ. Ҫынсем хушшинче хӑйне хӑй ытлашшин туйни ӑна кӳрентернӗ, ҫынсем ҫине мӗн чул нумайрах пӑхнӑ, ҫавӑн чуль кӳренӗвӗ унӑн вӑйлансах пынӑ. Такам пӑхтӑр. Эпӗ курман пек ҫеҫ пулатӑп. Елена тӳрех ун куҫӗнчен пӑхрӗ. Пурте хаклӑ, тата нимӗн те ҫук. Анчах каялла чакма юрамасть, чӑнах та, никам та чакмарӗ. — Чи малтанах — сана костюм илсе парӑп: ылтӑнпа пустарнӑ кӗрен трико… туфли те кӗрен, атласнӑй… — Вырт эсӗ, — шӑппӑн каларӗ ӑна Дегтярев. Тем пӑркаланатӑн эсӗ, Лукич, тем калаҫатӑн… Терӗслӗхе пытарасшӑн, ҫавӑнпа пӑркаланатӑн! Хута кӗрсе калаҫать ватӑ полковник: «Итлесемӗр, эсир ҫамрӑк, ман ывӑл шӑп та шай сирӗн ҫулӑрсенче. — Ҫилленсен вӑл хӑйне хӑй пӗлми пулса каять, тесе калатӑп-ҫке сана, ҫавӑ ҫеҫ! Ҫын кӗлеткине хупласа тӑракан хура е хӑмӑр ӳте те, паллах, йывӑҫсене, кайӑксене, тулли уйӑха ӳкерсе е тӗрлӗрен кукӑр-макӑр йӗрсем туса шӑтарса пӗтернӗ. Ӑна «теммбо» теҫҫӗ. Вӗсенче Ливингстон ӗлӗкхи Египет ҫыннисен ӳкерчӗкӗсемпе пӗрпеклӗх тупнӑ. Геннадий Александрович телефон умӗнче ҫывӑрса каять те телефон умӗнчех вӑранать, директива хыҫҫӑн директива парать, анчах ӗнер больницӑра ултӑ хыҫсӑр пукан ҫунтарса янӑ. Хӗвел ӗнтӗ ҫеҫен хир хыҫнелле анса ларма пуҫларӗ. * * * Спэнглер пуҫ пулса юлнӑ ушкӑн майор кӑтартса панӑ вырӑнта лагере вырнаҫнӑ. Фома ҫак сӑмаха кӗтмен пулнӑ, унӑн сасартӑках паттӑрлӑхӗ те, ҫилли те сӗвӗрӗлсе кайнӑ. Сӑмахӗсенче пӗрре мана хӑратса ятлани, тепре хӗрхенсе калани, кӑмӑлӗ ҫаврӑнни, каҫарма шутлани курӑнать. Анчах мӗншӗн ҫакса ҫӳреместӗн-ха эсӗ ӑна? — Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр! — терӗ ҫӗлӗкне хывнӑ Калчо та унтан, Огнянов енне ҫаврӑнса, туслӑ сасӑпа: — Чипер каларӑн эс, ачам, сан чӗлхӳпе турӑ патне мӗнччӗ те… Ҫӗр йӑтса тӑракан салтаксем хутлана-хутлана илчӗҫ, пӑрӑна-пӑрӑна утрӗҫ, анчах та хура пальто тӑхӑннӑ ҫын вырӑнтан та хускалмарӗ, ҫаплах, пуҫне пӗкмесӗрех, ҫӗре таптаса-хытарса тӑчӗ. — Сурӑр та хурӑр, Юрий Алексеевич, — терӗ вӑл Ромашова, ӑна хулӗнчен ҫавӑтса. Хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем Воропаевӑн пичӗ ҫинче сиккелеҫҫӗ, тӗлӗкре ӑна кушак ҫурисем ачашшӑн мӑрлатнӑ пек туйӑнать. Хӗрсем ҫуйӑхса, кулса, пӗр-пӗрне тӗрткелесе, сада чупса тухрӗҫ те тем тӗслӗ сарафан та тӑхӑннӑскерсем, сӗтел йӗри-тавра тӑрса, хисеп юрри юрлама пуҫларӗҫ: — Чаплӑях евчин — Ваҫаях пичче ИллинУри хуҫӑлтӑр — ярса пуссан. Дубцов пуҫне айккинелле пӑрчӗ те йӗрӗнчӗклӗн сурса хучӗ: — Лаша теҫҫӗ тата ҫавсене! Халӗ вӗсем хӑйсене мӗскер кӗтнине аванах пӗлчӗҫ, ҫакӑн пек хӑрушӑ асапсенчен вӗсене вилӗм кӑна хӑтарассине те лайӑхах ӑнланчӗҫ. Ун хыҫҫӑн тӗттӗм пулса ларнӑ… Фома, ҫак тӗксӗм улавӑн сассине илтсе, ҫӳҫенсе кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах пӗчӗк фельетонист, тытамаклӑн ҫухӑрса ярса, кӑкӑрӗпе ҫӗре персе аннӑ, унтан, чирлӗ ача йӗнӗ пек, шеллӗн, шӑппӑн макӑрма пуҫланӑ. Ҫакӑн чухнехи тискер хӑрушлӑха урӑх нимпе те сӑнласа пама ҫук: Франци ҫине Европа тапӑнать, Франци Париж ҫине тапӑнать. — А! — терӗ вӑл: — Эсӗ ҫавӑнпа хурлӑхлӑ-и-вара? — Чарӑнма ыйтатӑп! — кӑшкӑрчӗ старик, янахне чӗтретсе илсе. Анчах хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ Самойлов та куҫне ҫутӑлтарса кӑшкӑрчӗ: — Анчах эпир урӑх культурӑна хисеплетпӗр, эсир ҫав культурӑна тӑвакансене тӗрмере ҫӗртнӗ, ӑнтан кӑларса янӑ… — Калама чаратӑп! — Хуҫисем патӗнче ҫураҫура пултӑм. Ҫав хӗрача хайхи Марийка иккен. — Халӗ, Аксель, — терӗ профессор хавхаланса, — халӗ ҫеҫ эпир чӑннипе ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшнелле анма тытӑнатпӑр. — Хӑйӗн пурлӑхне тыткаланӑ пекех тыткалать. Вара Шубин, ури кӗлисемпе хӑйне хыҫалтан ҫаптарса, виҫӗ хутчен ҫӳлелле сикрӗ. Сылтӑм ал сыппине ахаль ывӑнтарас мар, терӗ вӑл. Озеров хӑвӑрт ҫеҫ нимӗҫ ҫине пӑхса илчӗ те тӑруках тӗксӗмленсе кайрӗ, — сӑн-питӗнчи шатрисем те уҫҫӑнах палӑрчӗҫ. Халӗ те Стумп калаҫма тытӑниччен пӗр виҫ-тӑватӑ секунда иртрӗ. Пӗчӗкҫӗрех кӑна хырӑнман кӳршӗмӗр эпир камне пӗлесшӗн — юмӑҫ ярса пычӗ, Катя манпа юнашар пӑлтӑрта тӑчӗ. Пӗтӗм шӑплӑха пӑсаканни пӗр Стумпӑн ватӑ кӗсри ҫеҫ пулнӑ, вӑл уткаласа ҫӳресе, сӗтеклӗ курӑка ҫӑтӑрт-ҫӑтӑрт тутарса ҫинӗ. — Лӑплан, Аксель, эпӗ сана татсах калатӑп: шывне эпир тупатпӑрах, вӑл пире кирлинчен те ытларах пулӗ-ха. Вулич тӗттӗм урам тӑрӑх пӗчченех иртсе пынӑ: ун умӗнчен ҫав сыснана касса пӑрахакан ӳсӗр казак иртсе пынӑ пулнӑ, ӳсӗрри ӑна асӑрхамасӑрах иртсе кайнӑ пулӗччӗ, тен, Вулич ӑна чарса тӑман пулсан. Кӑнтӑр кунӗнчех вӑрӑ-хурахсем, темиҫе тройкӑпа кӗпӗрне тӑрӑх ӗрӗхтерсе ҫӳренӗ — вӗсем ҫулҫӳревҫӗсене тата пуштӑна ҫул ҫинче тыта-тыта чарнӑ, ялсене кӗнӗ, улпут ҫурчӗсене ҫаратса тата ҫунтарса ярса ҫӳренӗ. Эпӗ ялта, тӗттӗм кӗтесре пурӑнатӑп, анчах эпӗ хам хака ӳкерместӗп, хам этем пулнине хисеплетӗп. — Пӑрах палкама, ан чӗн, тавӑрас пирки ӗҫ чарӑнса тӑмӗ, — тенӗ ӑна лешӗ, Половцев хӑйӗн вӗҫкӗн сӑмахне итлеттерме тӑрӑшнӑ ҫын. Кладовӑя вӑл тӗплӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Риварес пек чее тилӗпе пит сыхлануллӑ пулмалла. Вӑл ҫапни янӑравсӑр ҫатлатрӗ, Михайло аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, тайӑлса кайрӗ, анчах становой ӑна иккӗмӗш хут ҫапса ҫӗре ӳкерчӗ те, ун тавра сиккелесе, мӗкӗрсе, Рыбина кӑкринчен, аякӗсенчен, пуҫӗнчен урисемпе тапа-тапа хӗнеме тытӑнчӗ. Чӳречерен пӑхрӑм та, кӑвак пӗлӗт тата ун ҫинчи хура пӗлӗт татӑкӗсем анчах курӑнаҫҫӗ. Ҫапах та сасси унӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑнах вӑй илсе пычӗ. Ара, эпир хамӑрах унталла иртӗпӗр, илсе килме кирлӗ мар. Вӑл час-часах ҫапла тӑвать. — Мӗ-ӗ-нле, — тесе мӗкӗрсе ярать Троекуров, вырӑн ҫинчен ҫара уранах сиксе тӑрса, — хамӑн ҫынсене ун патне каҫару ыйтмашкӑн яма-и, унӑн вӗсене каҫарма е айӑплама ирӗк пултӑр-и! Корчагин малалла хытӑ тинкерсе пӑхать. Кӑвак шуҫӑм хӳшӗ ӑшчиккине пит начар ҫутатнӑ-ха. Ҫак каҫхине анне ҫав тери савӑнӑҫлӑччӗ. Санӑн та каяс килет пулӗ те, э? Мӗншӗн-ха ҫу кунӗнче Хӗвел тӳпе тӑрринеллех улӑхать те ҫӗре вӑйлӑ ӑшӑтать, хӗллехи сивӗ кунсенче вара ҫӗр ҫумӗнчен кӑшт хӑпарсанах, юрпа витӗнсе ларнӑ уй-хире, шӑнса ларнӑ юханшывсене курасшӑн мар пек, пытанма васкать?.. Вӑл шӑпланчӗ, унтан йӑртах тӑсӑлса тӑчӗ те янӑравлӑн, пӗтӗм кӑкри тулли каласа хучӗ: — Ҫапла — ҫав пурнӑҫшӑн — эпӗ тем тума та хатӗр… Вӑл ҫапла шутлани мана пит тӗрӗс пек туйӑнчӗ. Пӗлетӗп: манӑн сӑмахсене хула тӑрӑх ҫак ҫӗрлех сарас текенсем кунта ҫителӗклех. Эй ҫут тӗнче, телейӗм ман мӗнешкел! — Гунсем-и? — тӗлӗнсе тепӗр хут калать вӑл. Позициллӗ ҫапӑҫусем пуҫланнӑ. Е эпӗ питӗ ватӑ пек курӑнатӑп-и? Яков хӑй мӗн тумаллине самантрах шутласа тупрӗ те, ун патнелле пырса, васкавлӑн сывлӑх сунчӗ: — Эсир кунтине эпӗ пӗлмен те! — Тата кала мана, Суламифь… — Карапа пӗччен тытса пыраттӑн-и? Аннушка Ступина та кӗрсе тухрӗ. Пире хӑвалаҫҫӗ — Кӗрӗр, — терӗ те хӗрарӑм, эпӗ кӗтӗм. Куратӑн-и ӗнтӗ малашне пытанса пурӑнма юраманнине? Ман умра ҫӗрлехи тӑвӑлпа хускалнӑ тинӗс сарӑлса выртать. Унӑн тӗлӗрме пуҫланӑ хула сӗрлевӗ евӗр шавӗ иртнӗ кун-ҫула аса илтерчӗ, шухӑшӑмсене ҫурҫӗрелле, хамӑрӑн сивӗ столицӑна куҫарчӗ. — Акӑ санӑн чӗлхӳ вӗл-тӗрен пек, а ху эсӗ тӑмпуҫ та тӑмпуҫ, хӑлхусем те сивӗ. Вӑл Ҫӗр варрине тухса каяс тенӗ шухӑша чӑнах тесе шутламалла-и мӗн? Ҫак ултавра темскер кулӑшли те, ҫав вӑхӑтрах чуна ҫӳҫентерекенни те пур. Анчах профессор мӗнле харсӑр ҫын иккенне эпӗ та илмен. Савельич мана часрах ку имленмен трактиртен хӑйпӑтса тухма васкарӗ. Лашасем хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ вӑл, тултан кӗрсенех. Вара ҫав катӑксем тӗнче уҫлӑхӗнче сапаланса пӗтеҫҫӗ, кашни катӑкӗ хыҫҫӑн хӑйӗн хӳри тӑсӑлса пырать, ҫапла пӗр кометӑранах темиҫе комета пулса каять. — Лейтенант юлташ! — терӗ Андрей хӗрӳллӗн, Юргин ытамӗнчен вӗҫерӗнсе. Унӑн шӗвӗр пӳрни кӗнекери страницӑсем хушшинче. Эпир ӗнтӗ пӗр-пӗринпе вӗҫне ҫитиех калаҫса татӑлас тесе те тӑрӑшма пӑрахрӑмӑр. Итлӗр-ха мана! — Эпӗ каятӑп, — пӑхӑнуллӑн тавӑрнӑ Элиав. Ҫак самантра хама вилӗмрен хӑтарнишӗн хӗпӗртерӗм теме пултараймастӑп, анчах ма вилмелле пулмарӗ-ши тесе ӳкӗнни пирки те калама пултараймастӑп. Манӑн шухӑшсем ҫавтери пӑтранса ҫитнӗ пулнӑ. Тумланса ӗлкӗрнӗ, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ Рыбин Ефима:— Кайрӑмӑр, — вӑхӑт! — терӗ. Ҫырма кунта та пулать. Давыдов тӗрӗс калать. Ноябрӗн 9-мӗшӗ. Сакӑр сехетре департамента кайрӑм. Темиҫе эрне те иртмен, юнпа пӗвеннӗ пӗтӗм ҫӗршывра Симурден ячӗ янӑрама тытӑннӑ. — Аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, ку манӑн юлашки сӑмахӑм, — ответлерӗ Джон. Ҫав вӑхӑтрах вӑрҫа пӗтересси ҫинчен те калаҫу пырать. Эпӗ ӑна тата икӗ-виҫӗ хут ҫапса илтӗм пулас. Апат васкаса хатӗрленӗ пулин те, питӗ аван, илпекрех те пулчӗ. — Мировой патне… юрать… ӗнтӗ… Музыкӑна ӑнланма, юрлама тата ыттине те ачаранах хӑнӑхтараҫҫӗ. — Вӑл вилсе пӗтсех пыма пӳрнӗ вырӑс нацийӗн типлӑ представителӗ, — терӗ Реде доктор малалла. — Пӑхӑр-ха эсир! Вӑл окопран сиксе тухрӗ те пӗтӗм отделени илтмелле кӑшкӑрса ячӗ: — Гранатӑсем хатӗрлӗр! Эпӗ пӗчӗк чинлӑччӗ, кашни станцӑра лашасем улӑштарса пыраттӑм, ҫул укҫи икӗ лашашӑн тӳлеттӗм. Халӗ лаша! — кӳл те мана илсе кай!» Ҫыру сивӗ пулнӑ; ӑна Любовь темиҫе хутчен куҫҫульпе вуланӑ, лӳчӗркенӗ, чӑмӑртанӑ, анчах вӑл ҫапах та ӑшӑнман, — нӳрленнӗ кӑна. Анчах ку шухӑш вӗлтлетсе ҫеҫ илчӗ, пуҫра тытӑнса тӑмарӗ. — Тӗрӗс, эпӗ ялан шӑпах пӗлтерме намӑс япаласем ҫинчен калатӑп, — ҫирӗплетрӗм эпӗ, — анчах пурне те мар, хам шаннӑ ҫынсене кӑна. Т-тӗксӗмрех ҫын вӑл. Эсир унран ыйтӑр, ваше благородие! — терӗ вӑл. Пачах нимӗн те ҫук. Анчах та хут пӗлкелетӗп. Кам та пулин иккӗленес тесе шутлать пулсан, унӑн гимнастёрка ҫийӗнче чӗнпе ҫакса янӑ брезент кобурӑра «манлихер» — Павка панӑ парне пур. Вӑхӑтпа вӑл картина ӳкерме тытӑнсан пурин ҫинчен те манса кайсах ӗҫлет, ҫав тери ыйӑх килнипе ҫеҫ ӗҫлеме пӑрахать. Анчах та унӑн пит-куҫӗнче монголсенни пек (тултарах куҫлӑ, сарлакарах питлӗ) паллӑсем хӑварасшӑн пулнӑ. Мана эсир хам плана шухӑшласа хатӗрлени ҫеҫ мар, ӑна пурнӑҫа кӗртме те пулӑшни кирлӗ. Вӑл кӗчӗ. Сывлӑх сунатӑп! Иккӗмӗш кубик ҫине пысӑк «В» саспалли ҫырнӑччӗ. Халь вара Джек кӑшкӑрса ячӗ. Ҫав тери кӳрентерет-мӗн ку. — Вӑл ывӑлне ҫӳҫрен ҫавӑрса тытрӗ. — Гальмало чарӑнчӗ те сасартӑк урӑх сасӑпа калаҫма тапратрӗ: — Ах, монсеньор, эпир сирӗнпе иксӗмӗр — эсир тата эпӗ — уҫӑ тинӗсре чухнехи ҫинчен шухӑшлатӑп, эсир манӑн господин пулнине пӗлменнипе эпӗ сире вӗлересшӗнччӗ, эсир мана ҫакна калама пултарнӑ пулсан та каламарӑр… Телефон трубкине тытрӗ. — Чӑрсӑр ҫынсем-ҫке эсир, апостолсем! Ачалла та хӑюсӑррӑн параппан ҫапни илтӗнет. Чӗлӗм туртас теместӗр-и? — терӗ вӑл, вырӑн ҫинчен ҫӗкленмесӗр. — Мӗнле, ҫав васурмансен влаҫӗ час пӗтмелле-и? Нумай утнипе хӗрсе кайнӑ ура тупанӗсем тӗлкӗшсех ҫунаҫҫӗ, чӗркуҫҫисем — йывӑррӑн сураҫҫӗ, урасене епле вырнаҫтарса хурсан та майлӑ мар, пӗрмаях апла та, капла та хурас килет… Унӑн утти йывӑрланчӗ. — Паганель тетӗн? — терӗ ача, ҫапла ыйтнинчен тӗлӗнсе. Унта пӗтӗмпех хӗрӳ юрату палӑрса тӑнӑ. Вӑл ҫак парнесен хакне питӗ лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та халь вӗсене хӑйӗн тумбочки ҫине сарса хунӑ чух вӑл пӗр енчен савӑнчӗ, тепӗр енчен ӑна аван мар та пулчӗ. Пӗрисем пуян, — пин ҫынна ҫитмелӗх укҫа тытаҫҫӗ… нимӗн ӗҫсӗр пурӑнаҫҫӗ… теприсем ӗмӗр тӑршшӗпех пилӗкӗсене аваҫҫӗ, ӗҫпе хуҫӑлаҫҫӗ, вӗсен ҫур пус та ҫук… — Пӗлетӗр-и эсир, батарея командирӗ пулса ӗҫленӗ чух сирӗн ӗҫӗрсене ӑнӑҫлӑ туса пырсан, мирлӗ вӑхӑтра 500 тенкӗ юлатех ӗнтӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче — ҫич-сакӑр пин, ку вара лашасенчен кӑна. Ҫапла тейӗпӗр. Атака Сильвер куҫран ҫухалсанах, ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑракан капитан, пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те, постра пӗр пӗччен Грэй тӑнине ҫеҫ асӑрхарӗ, чи малтанхи хут эпир капитан мӗнле ҫиленнине куртӑмӑр. Каллех чӗрене ҫурса ахлатса илни, халӑх хумханса пӑшӑлтатни илтӗнсе кайрӗ. — Кун пек кирлӗ мара эпӗ нихӑҫан та ӗненместӗп! — тесе хучӗ географ. Вӑл анчах та мар, мустангер хӳшши патне хӗрлӗ ӳтлисем пырса курӑннипе, ҫав пӗтӗм историне йӑлтах мистификаци тесе шутлама та май пулнӑ. Кравать урисем хушшине пӗтӗмпех чукун ҫул хучӗсемпе эрешленнӗ хӗрлемес тир чӑматан вырнаҫнӑ. — Пурнӑҫӗ те манӑнне пайтах илнӗ, — кулкаласа илчӗ ватӑ гарибальдиец, хӑйӗн костылӗсем ҫине пӑхса. Ӗлӗкрех вӑл маншӑн тӗлӗнмелле пысӑк пек туйӑнатчӗ. — Ку ӗнтӗ, пирӗн хайхи кивӗ документ ӗвӗрлех пулса тӑчӗ; уҫӑ саспаллисем те, хупӑ саспаллисем те нимӗн йӗркисӗр тӑраҫҫӗ, пысӑк саспаллипе запятоя та, Сакнуссемӑн пергаменчӗ ҫинчи пекех, сӑмах варрине пырса ларнӑ. Васяткӑна урипе тапса ывӑтса Ерофей Кузьмич алӑка шалт тутарчӗ те пӗтӗм пӳрт кисренсе илчӗ. — Катя тата эсӗ ҫав ҫырури темле сӑмахсене асӑннине каланӑччӗ, — терӗ вӑл, сасартӑк тӑванӗсем ҫинчен, Энск ҫинчен манса кайса. Хупӑлчине илсе пычӗҫ те, тупӑкне витсе, пӑта ҫапса хучӗҫ. Кӑшт ҫеҫ шуррӑн курӑнать. — Ют йӑх; ман йӑмӑк улпутпа вылятчӗ, ҫавӑ палӑрать те ӗнтӗ халь. — Йӑлтах, Костя! — именерех хуллен ответлерӗ Лозневой. Нумай калаҫатчӗҫ, ытларах та. Ку сӑмахсене пурне те Мирон итлекенсене тата хӑйне вӑл Государство думинче вырӑн йышӑнма тивӗҫлине ӗнентерме каланине Яков ӑнланнӑ, анчах ҫапах та пиччӗшӗн хаяр сӑмахӗсем Якова шиклентернӗ, вӑл хай ҫӗршер рабочисем хушшинче хӳтлӗхсӗр пулнине туйса тӑнине вӑйлатнӑ. — Пур пӗр юрамасть. Пурте вӗсем корвета, хӗҫе тата короле чун-чӗререн парӑннӑ ҫынсем пулнӑ. Манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» ҫав кунран пуҫланчӗ. Юлашкинчен эпӗ ӑна сӑмах чӗнтӗм: — Юрӗ-ҫке, юрӗ, Савельич! ҫитӗ. — Эпӗ вӑл вӑрӑ-хурахсене, хам тӳрӗ хӗрарӑм пулнине кӑтартӑп, — терӗ анне. «Декабрӗн 2-мӗшӗ Ирхине пирвайхи юр ҫурӗ. Вӗсене ирхи апата чӗнекен шӑнкӑрав сасси вӑратрӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша тӳрлетме май пулман ӗнтӗ. — Практикӑллӑ япалана ӑна тӳрех ярса тытас пулать. — Ман упӑшка Джиован Баттиста ӑслӑ ҫын пулнӑ, ҫамрӑк чухне кӑштах… художниксене… Вӑл кӗтесселле пӑрӑнчӗ те шӑппӑн кӑна: «Ухмах», — терӗ. Барскисем — ашшӗпе амӑшӗ — Алексей пирки Артамонова жалоба парсан, лешӗ тӗлӗнчӗ кӑна: — Йӗкӗтсем ҫапӑҫманнине ӑҫта курнӑ эсир? Кэтти хӑнана чӑн-чӑн девонширла йӑлапа йышӑнса илчӗ. Давыдов ыйхӑлама пуҫларӗ, анчах, утӑ ӑшӗнче шӑши чӑштӑртаттарсан, Ҫӑрттан мучи урнӑ ҫын пек ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Давыдова турткалама пуҫларӗ: — Ҫёмӑ, илтетӗн-и эсӗ? Алексей сасартӑк хӑранипе шӑнса кайрӗ: зажигалкӑра бензин пӗтнӗ иккен! Тепӗр вагона кайса пӑхӑпӑр, кунта пурте йӗркеллӗ, аккумулятор ӗҫлет. Приказ илмесӗр — пӗр утӑм та чакмалла мар! Вӗсем Мюльреди персе ӳкернӗ бандитсен виллисем пулчӗҫ. Павел Петрович хуллен куҫӗсене уҫрӗ. Тен, эпӗ ыттисенчен телейлӗрех пулӑп. — Ҫиессе мӗн ҫиеттӗр? — сиввӗн ыйтать Петӗр, анчах уншӑн Ефимушка аптӑраса тӑмасть. Аслатиллӗ хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем майӗпен аялалла шурӗҫ; вӗсем халь-халь ҫӗр ҫине йӑтӑнса анасла, пурне те шыв илтересле туйӑнчӗҫ. Ман шутпа, вӗсем пурте пӗр пекех. — Турра шӗкӗр. Эпир вӗсенчен хӑтӑлтӑмӑр! Ҫук, эсӗ вӑт вулатӑн, калаҫкаласа хӑтланатӑн, эсӗ каласа пар-ха — мӗскерле шуйттанла япала вӑл? Сывӑ пулӑр. Николаев хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те залӑран васкавар утӑпа тухса кайрӗ. Ҫынсем ҫав килӗшӳсӗр ӗҫе хӑйсем мар, пачах урӑххисем тунӑ пек, ирттерсе яма тӑрӑшаҫҫӗ… — Каллех тарать! Вӑхӑтра ҫитнӗ Ҫак сӑмахсене каласан, ватӑ сунарҫӑ ҫула тухса кайнӑ. — Пӗлместӗп. Мӗн вара? Вара Цицерон каларӑшле, Римри авгурсем пек куҫсенчен пӑхса, эпир ахӑлтатса кула пуҫлаттӑмӑр, унтан вара каҫа лайӑх ирттернипе савӑнса, килелле каяттӑмӑр. Эпӗ иккӗленнине ӗнтӗ ҫак япала ӑнсӑртранах татса пачӗ. Эпир Мэри Хармоворт сӑмсахӗ ҫинче тӑратпӑр-мӗн. Ку вӑл Александр ҫӗрӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи вӗҫӗ. Мӗне кирлӗ-ха, апла пулсан, кӗлтунин хаваслӑхӗ? Килӗшӳллех мар, анчах хӑпартлануллӑ сасӑсем юхма тапратрӗҫ вара раща тӑрӑх, ку тӗлӗшпе сӑнӗ пушшех тӗксӗмленсе ларнӑ, туйӑмлӑ Лещенко штабс-капитан пуринчен хытӑрах тӑрӑшрӗ, вӑл пуринчен вӑйлӑрах кӑшкӑрса та пуринчен пӑсарах юрларӗ. — Киле. Ытти: саксем, сӗтел, кантра ҫинче ҫакӑнса тӑракан рукомойник, пӑта ҫинчи алшӑлли, кӗтесри ухват, анлӑ кӑмака анинчи чӳлмексем — ахаль пӳртри пекех. Ҫапла пӗр сехет иртрӗ. Укҫа ӑҫта? — Хӑвӑрах курӑр ак, ӑна эпӗ персе ӳкертӗм, — тесе шантарсах каланӑ капитан, лаша ҫинчен анса. Хӑналамалли урӑх ним те ҫук… — терӗ те вӑл, анасласа, сӗтел сунтӑхӗнче тем шырарӗ, унтан вӑрӑм ҫинче ҫӗҫӗ тупса кӑларчӗ; ҫӗҫҫи шӑп та лӑп хайхи иртен-ҫӳрен ҫурчӗсенче вӑрӑ-хурахсем купсасене чиксе вӗлермелли ҫӗҫӗ пек. Вӑл сиксе тӑчӗ, аллисем ҫинче ҫӗкленчӗ, хӑйӗн йывӑр урисене кабинӑран кӑларса хучӗ те, такама ӑнсӑртран тӗртсе ярса, ҫӗре анса тӑчӗ. Паттӑрла вилӗмпе вилме ан пар! Каям: мӗнле пулсан та, чунӑм пурпӗрех пӗтет!» Мӗнех, ара, кӗркелӗр, тархасшӑн, эсир чӑннипех те ырӑ ҫын пулсан. Пӗр шаланда, тен, сулӑ та пулчӗ пуль, питӗ ҫывӑхран шуса иртсе кайрӗ, унта калаҫни, кулни, вӑрҫни те илтӗнчӗ — лайӑхах илтрӗмӗр, анчах куҫпа нимӗн те кураймарӑмӑр, ҫакӑ пире ҫӳҫентерсе ячӗ: усал сывлӑш пулмарӗ-ши вӑл? Тархасшӑн! Акӑ, хӑвӑрах курӑр, ман атте нихҫан та нимӗн те калас ҫук. — Норми ытла пысӑк-ҫке, вӑй ҫитерме ҫук! — Ӑҫтан пӗлен? Вӑл куҫне уҫма хӑтланса пӑхрӗ те тӗксӗм-кӑвак пӗлӗте курчӗ, ушкӑн-ушкӑн ҫӑлтӑрсем курӑнса кайрӗҫ, хӑй тӗлӗнченех икӗ бомба ӳлесе иртеҫҫӗ-мӗн, пӗрне пӗри хӑваласа ҫитсех пыраҫҫӗ вӗсем, вӑл Игнатьева курчӗ, носилка тата пӑшал тытнӑ салтаксене, траншея валне курчӗ, ҫаксене курчӗ те вӑл, сасартӑк, хӑй леш тӗнчере мар иккенне ӗненчӗ. Кӗске урисемпе ун хыҫӗнчен сиккелесе пырса, Ухтищев Фомана мӗнпе те пулин лӑплантарасшӑн пулнӑ, ҫакна вӑл хӑйӗн тивӗҫлӗхӗ тесе шутланӑ. Тсистсакипе унӑн юлташӗ йытӑсене чӗлпӗр вӗҫҫӗн ҫӳреме тата ҫурӑмӗсем ҫине хунӑ япаласене илсе ҫӳреме вӗрентнӗ: вӗсем йытӑсем валли япаласем тултарнӑ тюксене ҫакса яма йӗнерчӗк те тунӑ. Ӳтӗм кӑна ӳсӗр ман, чунӑм — урӑ… вӑл яланах урӑ, яланах пурне те туять… — Ыттисенни хакех, — тавӑрчӗ ӑна сет сутакан. «Амӑшӗ чӗпписене илсе кайнӑ. Кайран, урӑх тумтир тӑхӑнса, Буэнос-Айреса каялла таврӑнас тесе, ҫӗршыв тӑрӑх нумайччен ҫӳренӗ. «Ман вырӑнта Алексей мӗн тунӑ пулӗччӗ-ши? Юлашки сӑмаха ҫырсан, малалла мӗн каласса кӗтсе, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм. Варьӑна хӑй умӗнче, палламан лётчик мар, хӑйӗн упӑшки Миша выртнӑ пек туйӑннӑ ун пек чух. Упӑшкипе вӑл пурӗ те пӗр ҫуркунне ҫеҫ пӗрле пурӑнса ирттернӗ; Ӗҫме-ҫимеллисем халӗ манӑн ытлашшипех пур, крепосьтран дезертирла тухса тарни манӑн кӑмӑла текех пырса тӑрӑнмасть, мӗншӗн тесен халӗ эпӗ пысӑк ҫӗнтерӳ турӑм. Вите алӑкӗнчен тислӗк пӑсӗ ӑшшӑн явӑна-явӑна капланса тухать. — Тавтапуҫ, — терӗ Илья, пушӑ чей куркине аяккалла тӗртсе; ашшӗ ун ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ те, хӑйне хӑлхинчен туртса, хуллен кулса илчӗ. Мӑнкӑмӑллӑх ниепле те чӑн-чӑн хуйхӑпа ҫыхӑнса тӑмасть, ҫакӑнпа пӗрле вӑл туйӑм ҫын ӑс-хакӑлне ҫирӗппӗн кӗрсе вырнаҫнӑ, ҫавӑнпа ӑна чи вӑйлӑ хуйхӑ та сайра хутра кӑна пусарса хурать. Чуптума парччӗ мана хӑв аллусене, хамран юлашки сывлӑш вӗҫсе тухса каймасӑр та ан илччӗ вара вӗсене ман ҫӑвар патӗнчен. Зеб ӑна: «Ан ҫыпҫӑн, сан шухӑш мар кунта» тенӗ пек, алӑпа ҫеҫ сулчӗ. Петрӑн шӑллӗнчен тата нумай ыйтса пӗлес килчӗ, анчах вӑл Алексей манма пултарнисене аса илтерме хӑрарӗ. — Ҫапла, — палӑртрӗ Гаррис, — юрататпӑр эпир хамӑр ӗҫе… хӑнӑхнипе. — Пулин вара? Хӑй вӑл ҫынсемпе ачаш марччӗ, вӗсемпе кӑшт ҫеҫ йӗрӗнерех, тӑрӑхларах калаҫатчӗ, тавлашнӑ чух пӗрер сӑмахӑн кӑшкӑратчӗ, хӑйӗнпе тавлашакана кӳрентерме тӑрӑшатчӗ. Унӑн икӗ хулӗ хушшинче йӑлтӑртатакан ҫӗҫӗ аври курӑнать. Ҫапла куҫса ларни хӗрачасене питӗ савӑнтарать, урапа ҫинче аванрах тесе ахальтен каламаҫҫӗ ҫав вӗсем. Икӗ уйӑхран Австралин ҫыранӗсем патне «Дункан» ҫитсе чарӑнчӗ. Кӑмака ҫинчи хӗрсем хуллен кулса илчӗҫ. Ҫынсем паттӑррӑн кулаҫҫӗ. Пӑван ним хускалмасӑр выртать, вилнӗ ҫын пекех шурса кайнӑ, куҫӗсемпе пичӗсем путса ларнӑ. — Тавтапуҫ, анне! Унтан каллех сиксе тӑрса, пӗр хушӑ хӑйне мӗн пулни ҫинчен шухӑшласа, пӑр ҫинче ыттисем мӗнле шунине сӑнарӗ. — Вӑл чирли ҫинчен Еленӑна пӗлтермелле-ши? Ҫав пӗлтерӳ прерири вӑйӑ хыҫҫӑн икӗ эрнерен килнӗ. — Мӗнле тус? — Эпӗ ыйтнине вырӑна хунӑшӑн питӗ пысӑк тав сире. — Акӑ мӗн, Мстислав Сергеевич, — терӗ вӑл. Чӑнкӑртатса янӑранӑ та савӑнӑҫлӑ ҫиҫсе ялтӑранӑ пӗтӗм пурнӑҫ, анчах тӑшманла тӗттӗм пӑнчӑ, хура мӗлке евӗрскер, вӑрттӑн йӗрлесе, сыхласах тӑнӑ Ромашова, хӑй черечӗ ҫитессе кӗтнӗ. Анчах ҫак кокарда та ҫителӗклӗ пулать. Лашисем такӑна-такӑна ӳкме, вӗсен пуҫӗ урлӑ ляхсем ыткӑна-ыткӑна кайма тытӑнчӗҫ. — Халь мӗн тӑвасшӑн эс, тухтӑр? — Ҫапла, ҫапла, хӗрарӑмсенчен чи маттурскер, Давид башни ҫинче пин питлӗх ҫакӑнса тӑрать, пурте ҫаксем парӑнтарнӑ ҫарпуҫсен питлӗхӗсем. Дик ӑна ярса тытрӗ те Динго ури иккенне пӗлчӗ. Пӑх-ха, мӑнакка ҫинчен калаҫма тытӑнсанах вӑл ҫап-ҫутӑ ҫуталса кайрӗ. Ҫырура туслӑх ҫинчен сӑмах та пулман. — Хӗрлине, анчах ытлашши пысӑккине мар. Унӑн йӑрӑс кӗлеткипе ешӗл тумӗ ҫинчен куҫа илес те килмест. Вӑл чӑнласах нимӗн те тӑваймастчӗ, вырӑнӗнчен хускалма та юрамастчӗ унӑн. — Эпӗ ҫав еннелле каятӑп. — Мӗншӗн-ха эсир хӑвӑрӑн карланкӑра касса татмарӑр? Сирӗн аслаҫӑр балкон ҫинчен пӑхса тӑчӗ; асламу та чӳрече патӗнчех пӑхса ларчӗ. Ҫенӗхрен хуҫа майри пырса пӑхрӗ: — Урайне ҫуса тасат! — терӗ мана. Эсӗ вӑйлӑ — Тӳпе ывӑлӗ. Хам ҫири кӑвак ҫухапа тӳмесем мӗн тума хушнине пӗтӗмпех пурнӑҫларӑм тата пурне те питӗ килӗшрӗм тесе шутласа, эпӗ питӗ хӗпӗртерӗм; Дмитрий вара хӑйне пачах урӑхла туйрӗ, тавлашма тивнӗрен, шӑлӗсем сурнӑран вӑл чӗмсӗр те салхуччӗ. Эпӗ промышленноҫӑн хӑвачӗ ҫинчен тата вӑл вырӑнтан вырӑна хӑвӑрт куҫса кайма пултарни ҫинчен те каламастӑп. Макар кӑмӑллӑн кулса илчӗ: — Салма яшкинче автан киккирикне юрататӑп, ҫавӑ кӑна. — Мӗн пӗлнине эпир хамӑрпа пӗрле тупӑка илсе кӗрӗпӗр, — хуравларӗ Буабертло. Сириус — шурӑ, Капелла — сарӑ, Арктур — ҫутӑ хӗрлӗ, Альдебаран — хӗрлӗ. Хӑва ҫулҫи хушшипе тинкерсе пӑхатӑп та — чӑнах ҫапла: инҫетре, леш ҫыран патенчех, кимӗ ишет. — Ҫав Викентий тияккӑн Орлянковсен хӗрӗ патне евчӗ яма шут тытнӑ иккен. Унтан, сасартӑк юррӑн ҫеммине улӑштарса, сассине хӑпартса, вӑл та аппӑшӗ пекех вӑрӑммӑн тӑстарса янӑ, ҫунакан ӑшчикӗн юнавне сасӑланӑ: — Типӗ ҫил пекех, тип тӑвӑл пекех,Ҫулса типӗтнӗ курӑк евӗрлех… Ой, ҫулса, ҫулса типӗтнӗ пекех… — Мӗн тума улшӑнмалла ман? Вӗсем нумайччен тӗртӗшеҫҫӗ, пичӗсем те кӗренленсе каяҫҫӗ. Игнат ҫак сӑмахсене илтсе, тата арӑмӗ ним шиксӗр пӑхнине курса, шӑртланса кайнӑ. — Эсир пӗлетӗр пуль, Викентий хӑйӗн камилавкине хывса пӑрахасшӑн. Кунта кӑна вӑл, кӑнтӑрта, декабрь уйӑхӗнче те ҫур иртмест, яланах хӗл ҫине пыра-пыра кӗрет, пӗр ик-виҫе кун хушши кутӑнлашса тытӑнса тӑрать, анчах ҫилсем ӑна, харкашма юратакан ҫынна кӑларса ывӑтнӑ пекех, часах шавлӑн та кӗрлеттерсе хӑваласа яраҫҫӗ. Тепӗр эрнерен вӑл каллех килсе ҫитет, кӑнтӑр енчи айлӑмсене ҫеҫпӗлсем сапаласа тӑкать, кизил йывӑҫҫисене папаксем кӑларттарать, вара ҫӗнӗрен тӗтрепе ҫумӑр, е тата пас ӑшне тарать. Ҫӗнӗ ҫӗрпе паллашасси ҫак вӑхӑтран питӗ пысӑк утӑмсемпе уҫӑлса пырать. Майданников ҫинчен тата темиҫе ҫын ӑшӑ та ырӑ сӑмах каларӗҫ. Пире пӗтереҫҫӗ. Пурнӑҫ вӑл хытӑ тыткалать; йытӑ витинче пурӑнни — сурӑх картинчи мар, кашни хӑйне майлӑ вӗрет… — Кунти эрехсен чунӗ, сирӗнни пек, ытлашшиех вӑрҫма юратаканскер мар, господин профессор. Пӗтӗм компанийӗ вӗсен — вӑрӑсем! Унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ, кӗвӗсене каласа пӗтеричченех вӑл хӑйне хӑй ҫирӗппӗн те тарӑн шухӑшлӑн тыткаларӗ, каласа пӗтерсен — темле ҫемҫелсе кайнӑн туйӑнчӗ, йӑвашшӑн та хурлӑхлӑн, телейлӗн кулса илчӗ. Хӑшӗсем, уйрӑмах кӑкласа йӑлӑхнӑ, ҫурт-йӗршӗн ытлах ҫунса кайман йӗкӗтсем, юмансемпе гикорсем (тимӗр йывӑҫсем) ҫукрах ҫӗрте сухалама та тытӑнчӗҫ. Каҫарӑр мана ытлашши нумай калаҫнӑшӑн. Эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршыва яланах хама кирлӗ майлӑ чи лайӑх пек кӑтартма тӑрӑшрӑм. Манӑн хамӑр тӑван ҫӗршывӑн пурнӑҫӗнчи киревсӗр енӗсене пытарса, унӑн илемӗпе ырӑ ӗҫӗсене чи усӑллӑ та лайӑх енчен кӑтартса парас килчӗ. — Эс кам ачи — Урмаккайӑн-и? — ыйтнӑ Ежов. — Сисет, — терӗ Яков. Пӗр хушӑ нимӗн те чӗнмерӗҫ. — Ку – пиҫнӗ алӑ-и? Ҫапла мар-и, Тарӑ? Шутсӑр-йӗрсӗр халӑх пухӑнчӗ!.. «Картечпа перес!» кӑшкӑрса ячӗ Володя, банкет ҫинчен чупса анса. Анчах та салтакӗсем унсӑрах мӗн тӑвассине лайӑх пӗлнӗ: пӑшал шартлатни малтан пӗр мортирӑран илтӗнчӗ, унтан тепӗринчен кӗрлеттерме тытӑнчӗҫ. Картечсем Володя пуҫӗ урлах шӑхӑра-шӑхӑра иртсе кайрӗҫ. Тепӗр тесен тата ҫапла пӗлтернисенчен Боровина чугун ҫул ҫинче ларманнипе ҫеҫ уйрӑлса тӑрать; вӑл пуш-пушӑ, ҫынсӑр-мӗнсӗр пушхирте ларать; кайма вара унта лашапа пулсан та пысӑк тертпе ҫеҫ кайма пулать. Анчах шеремет темшӗн кӑмӑлсӑр пулнӑ. Риварес, тен, кӑмӑллӑ ҫынах мар пулӗ, анчах вӑл ухмах мар. Юланутлӑ ҫap ҫыннисен пӗр пайӗ пикенсех халӑх хушшине тӗрӗслеме пуҫларӗ. Форт патнелле пынӑ чух, ҫурма ҫулта Кольхаун лашине тӑратнӑ, ҫывӑхри рашча ҫинелле тинкерсе пӑхса илсе, аяккалла каякан сукмакпала пӑрӑнса кӗнӗ те юханшыв еннелле кайнӑ. Эпӗ король майрин камеристкине ее величествӑн ҫӳҫне туранӑ чух пухӑнакан тӑкӑнчӑк ҫӳҫне пухса пыма ыйтрӑм. Мӗн тумалла пулнӑ-ха ӗнтӗ Санинӑн? Халӗ вӗсем, кӑштах е пӗтӗмпех юрпа витӗнсе ларнӑскерсем, ҫаплипех йӗрки-йӗркипе йывӑҫ тӗмӗсем айӗнче выртаҫҫӗ. Ой, унта халӑх тӑп-тулли! Ҫӗр чӑмӑр иккенне, ун тавра ҫаврӑнса килессине чи малтанхи хут ҫапла ҫӳресе кӑтартнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр иккӗленӳ те, ӗненменни те пулман вара. Поезд ӑна кӑнтӑралла, тинӗс енне, нӳрлӗ, ҫумӑрлӑ кӗркуннерен кӑнтӑрти Крымӑн ӑшӑ ҫыранӗсем хӗррине илсе кайрӗ. Эпӗ пур тӗлӗшрен те профессор Лиденброкпа килӗшрӗм. Павел Петрович сӗтел патне ларчӗ. Анчах пирӗн учраспредра вӑл ӗҫ лайӑх пулса пырать. Куштӑркаса ларнӑ тӗреклӗ алӑсем хыҫалтан унӑн чавсисене ярса тытрӗҫ те лаптӑк вӗҫлӗ хӗскӗч майлах хӗстерсе лартрӗҫ. Лаши аран ҫеҫ утнӑ. — Эсир хӑвӑр элекӗртен сивӗнместӗр-и? Чи пирвайхи инкек строительствӑна иккӗмӗш эрнере ерсе ҫитрӗ: каҫхи поездпа хуларан ҫӑкӑр килмерӗ. Хӑнасем Бульба шухӑшне тата унӑн икӗ ывӑлне те ыраласа мухтарӗҫ: ҫамрӑк ҫыншӑн Запорожьери Сеча кайнинчен лайӑх наука ҫук та, ку ырӑ ӗҫ пулать, тӗрӗҫ вӗсем. — Мӗскер эс паян? — ыйтнӑ Фома. Анчах мӗншӗн? Санин вӑл тухсассӑнах тенкел ҫине ларчӗ те урайнелле пӑхса: «Мӗне пӗлтерет-ха ку? Аташрӑм пулсан, эпир пӗр-пӗрне каллех тупӑпӑр. «Тӗрӗслӗр, пурне те лайӑх тӗрӗслӗр!» тет вӑл: «лавсемпе тикӗт савӑчӗсене юсӑр, пӑшалӑрсемпе пӗрсе пӑхӑр. Вӑл манран Кораблев мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ: — лайӑхах пулас, — тесен вара вӑл кӑштах хӗрелсе кайнӑ пек пулчӗ. Чӑннипе каласан, Кораблев ытлашши лайӑхах пурӑнмасть. Хӗл пуҫламӑшӗнче вӑл чирлесе ӳкнӗччӗ. Тӗпекелле ӑшша пиҫнӗ Петя Уралец сиксе тухрӗ, — вӑл пӗрмаях хӑйӗн командирӗ хыҫҫӑн чупнӑ иккен. Миките хурса панӑ улӑма ҫимесӗр хӑварас мар тенӗ пек, Мухортый ҫунаран пӗр пайӑрка улӑм ҫыртса илнӗ, анчах ҫавӑнтах: — халь улӑм ҫисе тӑмалла мар, тесе шутласа илнӗ те ӑна ҫӑвартан кӑларса пӑрахнӑ. Ҫил ҫавӑнтах улӑмне салатса тӑкнӑ та аяккалла вӗҫтерсе кайса юр айне тунӑ. Вӗсене, пурнӑҫра нумай тӳссе курнӑ ҫынсене, пӗрлешме пит ансатах пулман. — Ӑҫта каятӑн-ха эс? — тӑпӑртатса илсе ыйтрӗ вӑл. Николай Антоныч хулара ҫукчӗ, пӗр-пӗр облӑҫа тухса кайнӑччӗ вӑл, Волоколамскине, анчах пурпӗрех вӑл килте пулнӑ пулсан Катя ӑна мӗн каланӑ пулӗччӗ, ҫавна пӗтӗмпех пӗлсе тӑратӑп. Давыдов салхуллӑн стан енне пӑхса илчӗ. «Комиссарӑн? тӗлӗнмелле! Тӑхта! Тӑхта! — кӑшкӑрнӑ Бобров, ӑна хулӗнчен ярса тытса. — Мӗнле чӗнеҫҫӗ сире? — ыйтрӗ вӑл хӑюсӑррӑн. — Пичче, — чарса тӑратрӗ ӑна Тимур, — эсир хӑвӑр ача чухне мӗн тунӑ, мӗнле вылянӑ? Мӗншӗн вӑл Вышимирскирен ҫав хутсене илсе кайнӑ-ха, вӗсем тӑрӑх вӗт революциччен малтан Николай Антоныч педагог пулсан, биржа ҫилхӑванӗ пулнине кӑна пӗлме пултарать-ҫке? Вуникӗ сехетре — кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче — салтак пычӗ. Революци тӗпренех ҫӗнтерсен икӗ тӗрлӗ республика пулса тӑрасси палӑрнӑ; террор республики тата ырӑ кӑмӑллӑ республика. Пӗри ҫӗнтерӳ патне хаярлӑхпа ҫитме тӑрӑшнӑ, тепри — ҫемҫе, хӗрхенекен, ырӑ кӑмӑлпа. Ҫакна ҫирӗплетсе алӑ пусатӑп». Ун хыҫҫӑн арӑмӗ те ҫав сӑмахсенех каласа, упӑшки пекех саламларӗ. Анчах кӗтесрен пӑрӑнса кӗрсен, ял Совечӗ патӗнче вӑл ярмӑркӑри пекех ҫав тери пысӑк кӗтӳ — вӑкӑрсем, лашасем, сурӑхсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗ. Хӑйсем флигель-адъютант пулнӑ пиркиех-ши вара? Вӑл аллисемпе хӑйӗн ҫӳҫне пӑтраштаркаларӗ, унтан куҫӗсене статья ҫинчен илмесӗрех, тумбочка ҫинче выртакан карандаша хыпашласа тупрӗ те, статьяна йӗри-тавра тепӗр хут туртса ҫаврӑнчӗ. Вӑл тӑрӑшнине пула мундир ҫӗввисем тата галунсем вӗр-ҫӗнех тӑнӑ, пуставне те кӗве тӗкӗнмен. — Вӑл мана Назанскипе туслӑ тӑнӑшӑн сӑмах тӗртрӗ, ҫавӑншӑнах ак, юриех! Ку мана — кирлӗ мар… Ҫиҫӗм пек! Вӗсен сирпӗнӳ вӑйӗ хӑрушла, — ҫулӑмӑн виҫӗ кӗлти айккӑн-хӑяккӑн ывӑтӑнчӗ, чул муклашкисем, салтаксем, машина таткисем сывлӑшалла вӗҫеҫҫӗ, таврара — тусан, йӳҫӗ тӗтӗм, марсиансем уласа ячӗҫ те малалла ыткӑнчӗҫ. Тырра такамӑн хӑватлӑ алли тытса тӑрать тейӗн… Татах тепӗр хут тапранса кайрӗҫ. Вар хӗррипе аялалла анчӗҫ, унтан вар тӑрӑх уттарчӗҫ, унтан каллех тепӗр сӑртлӑхӑн хысакӗпе хӑпарчӗҫ те ҫӳлте татах чарӑнса тӑчӗҫ. — Эпӗ хам тишкерсе пӗлме юрататӑп, — терӗ Монтанелли лӑпкӑн. Паллах тӑвалла, пӗрмаях ҫӳлелле. Унтан унӑн шурӑ ҫӳҫлӗ пуҫне сасартӑк ыталарӗ те тутинчен хыттӑн чуптуса илчӗ. — Эсӗ ҫав. — Ывӑлне валли хатӗрленӗччӗ. Санин ку канашпа ҫавӑнтах усӑ курма пуҫларӗ. Чаплӑ полячка, хӑйӗн умӗнче палламан ҫын тӑнине курсан, ҫав тери хӑраса ӳкнипе пӗр сӑмах та чӗнме пултараймарӗ; анчах, бурсак куҫӗсемпе пӑхма хӑяймасӑр тата вӑтаннипе аллине хускатаймасӑр тӑнине асӑрхасанах, ку каччӑ ӗнер ун куҫ умӗнче персе аннӑ ҫынах пулнине курсанах, хӗрача каллех каҫса кайса кулма пикенчӗ. Вӗсем Анна патӗнче юлташла вечер туса ирттернӗренпе сакӑр уйӑх иртрӗ. Ҫӗнӗ Зеланди вӑрманӗсенчи ҫак ватӑ йывӑҫсен вуллисем аллӑшар фута ҫитеҫҫӗ. Кунта ҫынсем пынине курӑк тӑрри силленнинчен ҫеҫ тавҫӑрса илме пулать. Гленарван урса кайрӗ. Калӑр мана, сеньорита. Мӗнле хыпар-хӑнар кӗтнӗ-ши ӑна кунта? Вӗсем Иван Яковлевич ҫинчен, тӗшмӗшлӗх ҫинчен тавлашнӑ пулмалла; анчах вӗсем урӑххине, пӗтӗм ҫемьене ҫывӑх япалана асра тытмаҫҫӗ пулсан, тавлашу кунашкал хӗрӳллӗ пулас ҫук. Ӑна кӗскен ҫеҫ сотеннӑй командир пулнӑ ҫын мӗн шутпа килни ҫинчен каласа пачӗ. — Анчах ку капитан пуҫсӑр юланута тытма пултарнине пӗлтермест-ха. — Унтан эсӗ пирӗн пата тавӑрӑнатӑн-и? — Ав, юланут пырать, — терӗ вӑл, — лашине чарса тата ыттисемпе танлашса. Гайдук аллипе хӑйӗн ҫӳлти мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ, унтан лаша кӗҫеннӗ чухнехи пек сасӑ кӑларса шӑл витӗр темле сӑмах каларӗ. Пурте тӗлӗнсе хытса каяҫҫӗ — судья, присяжнӑйсем тата пӑхса тӑракансен ушкӑнӗ те. «Вӗсемпе лисапетпа чупма та, полька-бабочка ташлама та, самолётпа атте-турӑ патне ҫитичченех вӗҫсе кайма та пулать…» Тасат ҫӗрулми!.. Ҫав самантрах эпӗ Ярмола сассине те илтрӗм, йыттине вӑл хаяр хистевпе вӗскӗртет: «У-бый! Вара пӗччен юлнӑ тупӑ патӗнче каллех ӗҫ вӗреме пуҫларӗ. Вара темшӗн-ҫке ӑна пӳрнипе шаккаса илнӗ, хӑва авӑнса чӳхеннине кӑмӑллӑн пӑхса тӑнӑ, унӑн ҫулҫисем пӑшӑлтатнине итленӗ те пуҫне сӗлтнӗ: — Ото ж воно самесенькое, — чунтанах мӑкӑртатса илнӗ Иохим, вара малтан каснӑ хӑва тунисене шыва пӑрахнӑ. Ҫапах та вӗсем хушса ҫӗлетнӗ икӗ тетрадьри уйрӑм страницӑсемччӗ-ха. Уйӑх ҫинчи кӑнтӑр кунӗ пӗтрӗ. Ҫынсемсӗр унта нимӗнле савӑнӑҫ та ҫук. Лавсем патӗнче Вовтузенко ҫапӑҫать, малта — Черевыченко, аякри лавсем патӗнче — Дегтяренко, ун хыҫӗнчен курень атаманӗ Вертыхвист. Си-ивӗ, шапа пек, брр! Лапшиновӑн шӑнӑрлӑ аллисем витӗр лашасем, вӑрӑ-хурахсен аслӑ ҫулӗпе, Царицын, Таганрог тата Урюпински еннелле ӑсанса тӑнӑ пек калатчӗҫ. Каллех лӑпланчӗҫ, лӑпланнӑ май Огнянова хисеплесси те малтанхи пекех пулса тӑчӗ, каллех ӑна пурте тенӗ пекех тус вырӑнне хучӗҫ. — Августӑн ҫиччӗмӗшӗнче ӑна эсир экзамена илсе каятӑр… Пирӗн йӗр ҫине ӳксен вара — мӗн усси? «Мӗн кирлӗ сана?» — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ унӑн пӗчӗк аллине хыттӑн чӑмӑртаса; пӳрнисем те шатӑртатрӗҫ унӑн, хӑй ҫапах та кӑшкӑрмарӗ. Ҫапла вара ӗҫ кунӗ чӑнах та пуҫланнӑ тесе шутланать. — Ҫав… мӗнлеччӗ-ха?.. Полицая кӗр! — хыттӑн хушса каларӗ Ерофей Кузьмич. Акӑ вӑл карлӑк патне ҫитрӗ, ун ҫине манпа юнашар тенӗ пекех ларчӗ, саланса кайнӑ ҫӳҫне пуҫтарса вӑл ӑш пиҫнӗ лаша пек сывлать, унӑн шурӑ ӳчӗ ҫинче пылчӑкӑн хура тумхахсем лайӑх палӑрса тӑраҫҫӗ; вӑл макӑрать, пит ҫӑмартисем ҫинчен куҫҫульне пит ҫӑвакан кушак пек шӑла-шӑла илет, мана курать те хуллен калать: — Ах турӑ, кам ку? Те вӑл стенасенчен хӑйӗн сӑн-пичӗ ҫинче мӗн пулнине пытарасшӑн пулчӗ, те мӗнле те пулин урӑх сӑлтавпа-и, сиксе тӑчӗ те - чӳречесем ҫинчи йывӑр занавескӑсене вӗҫертсе ячӗ, вара каллех диван ҫине кайса ӳкрӗ. Мӗнпур тӗксӗм инҫетлӗхе пӑхса тухма ыйтрӗ ӑна Гленарван. Вӑл ыйтнине пӗтӗм чун-чӗрипе парӑнса, Паганель темиҫе минут пӑхса ирттерчӗ. Эсӗ пӑх, мӗн хӑтланаҫҫӗ! Вӑл ҫакна пӗлет: нумай вӗреннӗ ҫын тата унӑн пурнӑҫ опычӗ питӗ пысӑк пулин те, Воропаев час-часах ачалларах хӑтланать, ҫав тери вӑйлӑ тата тӳсӗмлӗ пулин те, тепӗр чух наянланма, сӳрӗк пулма пултарать, яланах савӑнӑҫлӑ ҫӳрекенскер, хӑш чух салхуланать те ним туми пулать; тепӗр чух тата вӑл хӑйӗн вӑйне те ӗненмест. Ҫавӑнпа та ун арӑмӗ вӑл хӑй вӑйӗ ҫине шанса тӑрассине ӗнентерсех тӑма тивӗҫ. Ӑнланмаҫҫӗ вӗсем! — пӑшӑрханса кӑшкӑрнӑ тырӑ йышӑнакан. Эпӗ ӗнтӗ мундир, виҫ кӗтеслӗ шлепке, хам ларса ҫӳремелли ҫӑмӑл урапа, хамӑн пӳлӗмӗм тата нимрен ытла хам ирӗкре пуласси ҫинчен кӑна шухӑшларӑм. Ну, хӑравҫӑ та эсӗ! Вӗсен таварӗ еренкӗсӗр начар тата хаклӑ… Эпӗ ҫак ҫырӑва малтанхи сӑмахӗнчен пуҫласа мӗн вӗҫне ҫитичченех, асӑрхаттарнине те, пӑхмасӑр каласа патӑм. — Ку ҫын халӑх укҫине пӗр пус та ҫухатмасть, пӗрне ҫухатсан — иккӗ тупать. Эпӗ сывӑ пурӑнатӑп. Пӗр кун маларах ҫеҫ-ха Гаррис асьендӑна ҫитесси ултӑ мильӑран ытла мар тесе ҫирӗплетрӗ, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехет тӗлне сахалтан тӑваттӑшне утса тухрӗҫ. Нимӗҫсем хула варринчи площаде кӗрсе тулса пуҫтарӑнчӗҫ. — Ваше благороди, ку пирӗн ҫамрӑк улпут — Владимир Андреевич, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр сасӑ. «Телескоп» сӑмах грек сӑмахӗ; чӑвашла ӑна «аякрине куракан» тесе куҫарма пулать. Отставкӑна тухнӑ гварди поручикне Стахова ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр та ҫав вӑхӑтрах хӑйне пысӑка хурса мӑнаҫлӑ пулнине килӗнче никам та курманччӗ-ха. Ыттисем — тивмерӗҫ, хута та кӗчӗҫ, хӗнеме юрамасть, теҫҫӗ… Ҫиччӗ. — Паян ирхине. «Юрӗ, — ответленӗ Иван Петрович, — эпӗ эсӗ ашшӗне итлекен ывӑл иккенне куратӑп; ку мана савӑнтарать; манӑн сана ирӗксӗрлес килмест; эпӗ сана халех статски службӑна кӗме хистеместӗп; анчах халӗ эпӗ сана авлантарас тесе шухӑшлатӑп», — тенӗ. — Турӑ умӗнче сӑмах паратӑп. — Тупа тӑвӑр. Пролетарьят ҫинчен манса каятӑн, курма та кӗрсе тухмастӑн, хӑвна мӑнна хума пуҫлатӑн пулмалла. Чӑнах та, пӳртрен пахчана тухмалли алӑк патӗнче Леноре фрау курӑнса кайрӗ. — Кайӑрах, кайӑрах, Степан Иванович, ӑна хумхатни сиенлӗ, — терӗ Клавдия Михайловна, салтака аллинчен турта-турта. Пурӑнасса та купец вӑл ансат, вырӑсла, пирӗнни пек пурӑнать: эсӗ унпа ҫула-мӗн кайсассӑн, вӑл чей ӗҫет пулсан, эсӗ те чей ӗҫ; вӑл мӗн ҫиет, эсӗ те ҫавнах ҫи. — Ҫук, Том, метис сывлӑшӗ унта мар. Взвод пӗр харӑсах траншейӑсем тасатма тухрӗ. Вӑл вилес умӗн арӑмӗ хӑйӗн пӗртен-пӗр ывӑлне те ҫухатнӑ: ывӑлӗ скарлатинӑпа вилнӗ. Кӑшт тӗтӗм мӑкӑрланчӗ те вут туратсене часах ҫатӑртатса хыпса илчӗ. Пӗр вӑхӑтрах татти-сыпписӗр персе те тӑмалла, тара та перекетлемелле. Андрей Петрович питӗ лайӑх ҫын. …Мӗн кирлӗ мана? — Мӗншӗн апла, Саша? — чеереххӗн ыйтрӗ Софья, ура ҫине тӑрса, ун патнелле пырса. — Мӗн, апла мар-им? — ыйтнӑ хӗрарӑм, ун ҫине ача евӗрлӗн пӑхса. Жоржетта та, ыттисем пекех алӑран алла куҫса, ҫӗре чаплӑн анса ҫитрӗ. Кашни утӑмах урасене ыраттарнине туяс мар тесе, вӑл хӑйӗн ҫулӗ мӗнле пулмалли ҫинчен шутлама тытӑнчӗ. Хӗрарӑм пуҫне ухса илнӗ те, аллине Ежов еннелле тӑсса, шӑхӑруллӑн чашкӑрма пикеннӗ: — Николай Матвеевич! Эпӗ хӑлхана стена ҫумнех тытрӑм та, «Аксель» тенӗ сӑмах ман хӑлхана пырса кӗрсенех ҫав сӑмаха тепӗр хут каларӑм та, кӗтсе тӑратӑп. Ӗлӗксенче эпӗ пуҫлӑхсемпе яланах ҫамрӑксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсем пирки тытӑҫса пурӑнаттӑм, халь акӑ хуҫалӑх ӗҫне хамӑн ертсе пымалла пулчӗ. Тавҫӑрса илмелле мар пысӑк туйӑмпа каларӑм ун ҫинчен! — Пӗлетӗр-и мӗн? — терӗ сасартӑк Соня. Эпӗ пытӑм та пӗр туратне касрӑм, пушӑ аври тума, — чие йывӑҫҫинчен тунӑ пушӑ аври шанчӑклӑрах, — ҫав турат та, мӑнтарӑн, тӗлӗнтермӗш ӳснӗ — пӑталлӑ, ҫулҫӑллӑ, хӑйӗн илемӗпе ӳснӗ, эпӗ ӑна каскаласа якатрӑм та, акӑ вӑл… Вӑл пикенсех енчӗк ӑшнелле пӑхать, Яков Лукич — унӑн кивӗ толстовкин тӑвӑр ҫухи ҫине. Ҫуха хӑнан тулса тӑракан хӑмӑр тӗслӗ шыҫмак мӑйне кассах кӗнӗ. Мӑйӗ ҫинче, карланкӑ мӑкӑлӗнчен аяларах, икӗ енче те юн тымарӗсем карӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗрре ҫӗнӗ ҫурта куҫнӑ май хӑнасем пухам та пӗр лайӑх кӑна ӗҫкӗ тӑвам; пулаймӗ сире мана текех мӑшкӑлласси! Давыдов ҫав вӑхӑтра пушмакӗсене шӑпӑрпа шӑлса тасаткалама ӗлкӗрчӗ, хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ те, ҫирӗппӗн пусса, хӑюллӑн алӑк патнелле утрӗ. — Суятӑн. Кун хыҫҫӑн вӗсем тепӗр хулара ташӑ шкулӗ уҫма шутларӗҫ, хӑйсем те кенгуруран лайӑхрах ташлаймаҫҫӗ-ха; ташӑн пӗр сыпӑкне кӑтартсанах пӗтӗм халӑх вӗсене тытса хуларан хӑваласа кӑларса янӑ. Тепӗр кун ирхине Егорушка ирпе ирех хӗвел тухиччен вӑранчӗ. Ах, телей! Ҫав сухал пӗрчисене хамӑн хуҫмалла ҫӗҫӗпе пит ӑста шӗвӗртсе шӑтӑксене чиксе лартрӑм. Унта-кунта типсе кайнӑ тӑпра ҫинче сӑнсӑр канавсемпе ытти кирлӗ мар курӑксем лараҫҫӗ. «Вӗсем ҫын вӗлерекенсем пулин те, ҫавнашкал ҫӑлӑнма ҫук лару-тӑрӑва лекни мӗн тери хӑрушӑ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Малти кӗтесре, сӗтел ҫинче, лампа ҫунать. — Эпӗ! Эпӗ! Эпӗ! — ҫак кӗске сӑмаха пӗрремӗш хут ӑнланса илнӗн, тӗлӗнсе, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ҫав мӗскӗн ача нимӗн тума та пултараймасть. Итлет-и? Мӗншӗн «около кола» мар, «колокола» теҫҫӗ? — Эсир, юн ӗҫекен чи усал ҫынсенчен пӗрне лапчӑтса вӗлерсе, чаплӑ ӗҫ тунӑ. Ун пек ҫынсене таракансем пек лапчӑтмалла. Тахӑшӗ хуллен сӑмах хушрӗ: — Ытлашши ан тӑс-ха, Ерофей… — Ӑҫтан тавҫӑрса илем-ха эпӗ, ун пирки пуҫласа илтетӗп пулсан? Ӑна кунсене курнана пӑхса тӑракан ачапа ҫеҫ ирттерме кичем, ҫавӑнпа та вӑл Давыдов пынишӗн хӗпӗртесе ӳкрӗ, тимӗр пек хытӑ аллине малалла тӑсса, хулӑн сассипе савӑнӑҫлӑн калаҫма пуҫларӗ: — Нумайранпа, нумайранпа пулман, председатель! Пирӗн пата кам та пулсан ҫывхарнине курсанах, Джим алли-урине ҫыхатпӑр та хӳшше кӗртсе пӑрахатпӑр, ҫак пӗлтерӗве кӑтартса: «Эпир ӑна юханшыв хӗрринче, тӑварах, тытрӑмӑр, — тетпӗр, — пӑрахут ҫине ларма укҫа пулман пирки паллакан ҫынсенчен ҫак сулла кивҫен илтӗмӗр, халӗ ҫак негршӑн укҫа илме каятпӑр», — тетпӗр. Вара ӗмпӳ патша хӑйӗн ҫутӑ куҫӗсемпе хӑй курӗ: акӑ кам иккен ун тӗрӗс тарҫисем, акӑ мӗн чухлӗ ӑс, халиччен аякра тӑрса, пуҫтарнӑ вӗсем… Эпир иксӗмӗр карттӑ ҫине пӑхрӑмӑр та, Самар хули, чанах та, Мускавпа Ташкент хушшинче иккен. — Ҫапла тейӗпӗр, анчах нимӗҫсем пӑшалсене пама хушсан, вара пурте леҫсе параҫҫӗ вӗт. Енчен мӗн те пулин пулсан, ӑна айӑпламаҫҫӗ, пире иксӗмӗре пӗрле курман теме пултарать вӑл. — Ҫухалчӗ ара. Ӗненетӗн-и, хӑйпе пӗрле тӑватӑ бричка кӗнеке турттарса ҫӳретчӗ, кӗпчексем ҫине лартнӑ чӑн-чӑн библиотекӑччӗ вал, кӗнӗкесемшӗн вара ҫар хатӗрӗсемшӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрӑшатчӗ: кашни бричкинех брезент витнӗ, кӗнекесене тӑпсисемпе пӗрлештерсе хунӑ, айне тата улӑм та сарнӑ. Чунӑмҫӑм манӑн, ҫав мулкач вӗт тӗрӗсне каланӑ. Инсаровпа Елена пурӑнакан гостиница Riva dei Schiavoni урамӗнче ларать; ун патне ҫитичченех вӗсем гондолӑран тухрӗҫ те темиҫе хутчен ҫветтуй Марк площачӗ тавра утса ҫаврӑнчӗҫ, арккӑсем айӗн тата пӗчӗк кофейньӑсем умӗнче канакан ҫынсем нумаййӑн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Говэн ӑна нумай ҫулсем хушши курманччӗ; вӑл именнипе каялла чакрӗ. Кӑнтӑрлахи чӑтма ҫук шӑрӑха пула пурте жилетпа кӑна. Фасачӗ йӑтӑнса аннӑ, картиш енчи ҫеҫ темле сыхланса юлнӑ. Кашни сехетрех вӗсене кӗтсе пурӑнатӑп. — Тӗрӗс. Марийка каллех Андрей хулпуҫҫийӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ. Ҫак ҫынсем килӗшмеҫҫӗ мана, ӗҫӗ акӑ мӗнре! Ку сӑмах ӑна паллӑ пулнӑ: Анфиса — мӑнаккӑшӗ унӑн ыйтӑвӗсем ҫине час-часах ҫак сӑмахпа ответленӗ, ку сӑмах — вӑй ҫинчен, турӑ вӑйӗ пек хӑват ҫинчен пӗлтерет пулӗ, тесе ӑнланнӑ вӑл. Ку хыпара вӑл ывӑлӗнчен мар, ют ҫынран илтнӗшӗн кӳренмеллипех кӳренчӗ, ҫавӑнпа та тутине пӑчӑртаса, куҫне хупарах ларчӗ. — Кам? Анчах ҫав, ӑна вӑрманӑн туйӑннӑскер, тӗме кӑна пулнӑ. Анчах ку ӗнтӗ мана курнӑ хыҫҫӑнхи аптраса ӳкнин юлашки саманчӗччӗ. Турӑҫӑм, каҫарсамах, хӑтарсамах! Эсир мана тӗлӗкре куртӑм, терӗр… Эпӗ те сире ҫаплах… Ҫав ӗҫ пулса иртнӗ вырӑна кайнӑ участокри милиционер, ял Совет председателӗ, лавҫӑ, пунеттейсем ҫакна палӑртнӑ: вӑрманта пытанса тӑнӑ вӑрӑ-хурахсем винтовкӑсемпе пӗр вунӑ хут пенӗ. Ну, мӗн тӑватӑр? ӗҫлетӗр-и? Мана хӑрах алӑран амантаҫҫӗ, эпӗ тепринпе пӑшал тытатӑп та пурӗпӗр чупатӑп-ха; анчах пиччене пуля лекет, ман умрах вӗлереҫҫӗ ӑна. — Кун ҫинчен эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, синьор Риварес, — терӗ Монтанелли хурланнӑ сасӑпа. Кӑвак вӑрман хыҫӗнчен сасартӑк вӗҫсе тухса, вӗсем йывӑр кӳлепеллӗ «ломовиксене» тупӑсемпе пулемётсенчен тӑхланпа та хурҫӑпа ҫунтарчӗҫ. Шӑлан пуҫтарса пӗтернӗ хыҫҫӑн пулма кирлӗ, — хӑй шухӑшне каласа хучӗ Мичо. Тата иккӗшӗ ҫывӑраҫҫӗ-ха: арҫынсем ытларах ҫывӑрма юратаҫҫӗ вӗт. Жоржетта вара лӑпкӑн та савӑнӑҫлӑн пакӑлтатса ларать. Килне ҫитсен, Оленин, Лукашкӑна ҫав тери тӗлӗнтерсе, хӑйӗн Грознӑй хулинче илнӗ лашине — леш, хӑй яланах ҫӳрекеннине мар, тепӗрне, ҫамрӑках пулмасан та, япӑх марскерне — витерен хӑех ҫавӑтса тухрӗ те Лукашкӑна пачӗ. Ҫавӑнтах тухса та кайрӑм, урамра ӑнран кайса выртнӑ пулнӑ. Ракетӑна иккӗмӗш космически хӑвӑртлӑхпа (секундра 11,2 километр) ярас пулсан, вӑл ҫӗртен йӑлтах уйрӑлса каять, унпа вара Уйӑх, Марс е урӑх планета ҫине вӗҫме пулать. Ҫакна курсан, Яков Лукич ӑна ҫапла асӑрхаттарчӗ: — Сирӗн кӑштах сыхланарах ҫӳресчӗ… Халь ӗнтӗ Андрей ӑнланса илчӗ: вӑрҫӑра чух тӑшмансене ҫеҫ мар, тепӗр чух, кирлӗ пулсан, хамӑр ҫынсене те шеллеме юрамасть иккен. Эпӗ ӑна кулса калатӑп: «Эсӗ — туй умӗнхи хӗр пек», — тетӗп. — Тӗрӗс, тӗрӗс, — хапӑлах ярса илчӗ ку шухӑша Остин. — Хамӑрпа пӗрле? Вӑл ӑна питех те тӗл пенӗ мӗн. Тӗрӗссипе, вӑл унта чи ҫывӑх ҫын вырӑнӗнче шутланать. — Ун пек пулма пултарнӑ, — терӗ ӑна хирӗҫ Айртон. Ҫавӑнпа та сирӗн ҫак кӑтартнӑ ҫулпа чӑнласах ҫирӗппӗн каймалла. — Ку Марконе, пирӗн контрабандистсенчен пӗри, — терӗ вӑл. Ку утравсене 1796-мӗш ҫулти декабрьте Фламинг голландец уҫнӑ, кайран кунта таҫта кайса ҫухалнӑ Лаперуз шыравҫӑна тупма тухнӑ экспедиция командирӗ д'Антркасто ҫитнӗ. Утравсен ячӗсене пӑтраштарасси те ҫак вӑхӑтранах пуҫланса каять. Барроу, Ботан-Бопре д'Антркасто атласӗнче, унтан Горсбург, Пинкертон тата ытти географсем те, святой Петр утравне святой Павел утравӗ тенӗ, тепӗр ҫӗрте тата тепӗр майлӑ ҫырнӑ. Ун вырӑнне Австрин «Наварра» текен фрегатӗнчи офицерсем, вӗсем ку утравсем ҫинче 1859 ҫулта тӗнче тавра тухса кайсассӑн пулнӑ, ҫав йӑнӑша туман, ӑна Паганель те часрах тӳрлетсе хурасшӑн пулчӗ. Святой Павел утравӗ — кӑнтӑр ушкӑнӗнчи пӗчӗккӗ кӑна ҫӗр татӑкӗ пулать, вӑл сӑртлӑ, вулкан хыҫҫӑн пулса юлнӑ пулмалла. Унта пурӑнакансем никам та ҫук. «Дункан» ҫинчен антарнӑ шлюпка пассажирсене илсе пынӑ святой Петр, е Амстердам утравӗ йӗри-тавра сахалтан та вуникӗ миль пулать. Унта хӑйсен ирӗкӗпе тарса килнӗскерсем. хавассӑр пурӑнӑҫа тахҫанах вӗренсе ҫитнӗскерсем пурӑнаҫҫӗ. Вӗсем Реюньон утравӗнчи темӗнле Отован ятлӑ купцан аллинче тӑракан пулӑ промыслисен хуралҫисем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак пысӑк патшалӑх тытӑмӗсен тулашӗнчи хуҫа, треска пулӑсене тытса тӑварласа, экспорта ӑсатса, ҫулсерен ҫитмӗл пиллӗкшер, сакӑрвуншар пин франк тупӑш илет. Амстердам утравӗ, чӑннипе каласан, Францин аллинче пулмалла. Ун ҫинче никамран малтан Кармен француз, Сен-Дени ҫынни пурӑннӑ; кайранласа ун аллинчи ҫак утрав пӗр поляк аллине ҫакланнӑ, лешӗ вара ӑна Мадагаскарти чурасен вӑйӗпе ҫӗнетме пикеннӗ. Кун хыҫӗнчен утрав каллех Отован француз аллине куҫнӑ. «Дункан» килнӗ кун, 1864 ҫулти декабрӗн 6-мӗшӗнче, утрав ҫинче виҫӗ ҫын анчах: пӗр француз та икӗ мулат пурӑнаҫҫӗ, виҫҫӗшӗ те вӗсем Отован аллинче тӑраҫҫӗ. Апла-тӑк, хӑв тӑрӑш, колхоз укҫипе икҫӗр-виҫҫӗр кӗнекерен кая мар библиотека туян, Халь тата: укҫа ҫук, тейӗн-и? Эпӗ ҫар тумӗпеччӗ те — ачасем ман умра пӗр самантрах кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Вӑл мӗнле пурӑннине пӗлменни мана хытах асаплантарать. Сывпуллашнӑ чухне Альбина Павелран ҫамрӑксене асра тытма, вӗсене ҫак шӑтӑкран сӗтӗрсе кӑларма пулӑшма ыйтрӗ. Павел сӑмах пачӗ. — Мӗн выляс тетӗр — ҫавна выльӑр, — нимӗн пулман пек тавӑрчӗ Аркадий. Петя Уралец хӑйӗн хӗрелсерех ларнӑ шывлӑ куҫӗсене Озеров курасран пытарса, кӗсйинчен пӗр йӗкӗр ывҫӑ тӗрлӗ тӗслӗ вӗт чул кӑларса сӗтел ҫине хучӗ — ку чулсене Яхно комиссар Вазуза хӗрринчен ҫакӑнта ҫитиех илсе ҫитернӗ-мӗн. Пилӗк минутран — каллех шӑнкӑрав сасси… «Мӗн тӑвас ӗнтӗ вӗсемпе? — шухӑшларӗ художник, — вӗсем хӑйсем ун пек тӑвасшӑн пулсан, Психейӑна йышӑнччӑр», унтан сасӑпах: — Пӑртак кӑна ларӑр-ха, эпӗ хӑш-пӗр тӗлте тӳрлетем, — тесе хучӗ. Буржуаллӑ конституцисем яланах граждансен прависене ятне туса ҫырса хунипе чарӑнаҫҫӗ, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли условисем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли майсем ҫинчен, вӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсем ҫинчен тӑрӑшмаҫҫӗ, граждансен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах хуҫапа рабочи хушшинче, помещикпа хресчен хушшинче чӑн-чӑн пӗртанлӑх пулма пултарайманнине, — пӗрисен пуянлӑх тата обществӑра политикӑллӑ вӑй пуррине, теприсен вӑл та, ку та ҫуккине, пӗрисем эксплуататӑрсем пулнине, теприсем эксплуатаци айӗнче пулнине — манаҫҫӗ. Йӗри-таврах ҫеҫенхир, малта — тусанлӑ ҫул урлӑ каҫса каякан шоссе хӗрринчи пралуксем хӗвелпе хӗртӗнсе янӑраса тӑраҫҫӗ. Акӑ мӗнле праҫник килсе тухрӗ пирӗн! Хамӑр тӑван власть менельникне ирттеретпӗр ӗнтӗ халь! — Вунпилӗк ҫулхи капитан! Калама кӑна канас, хӗвелӗн ҫутӑ пайӑркисем айӗнче таҫтан-таҫтан йӑлтӑртатса выртакан ҫӗнӗ тинӗсе курсан, мӗнле кӑна хавхаланмалла пулнӑ ҫав ҫыннӑн чӗри, мӗнле хаваслӑхпа вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫ ҫӗкленнӗ унӑн! Ун хыҫӗнчен, урисене хӑвӑрттӑн лӗкӗштеттерсе, полковникӑн аваллӑха куҫнӑ амӑшӗ, пӗчӗкскер, илтменскер, анчах тӑтӑрха, йӗпленчӗк те пӑхӑнтаруллӑ карчӑк, тӗкӗртетсе ҫитсе тӑчӗ. Пыр та кур вара — сыхлаҫҫӗ сан интересна! Николай сӗтел патнелле ҫаврӑнса ларчӗ, амӑшӗ пӗр минутлӑха пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл каялла кӗрсен, Николай, ун еннелле ӑшшӑн пӑхса, хӑйӗн асаилӗвӗсене хуллен те кӑмӑллӑн, ачашшӑн калама тытӑнчӗ. Ку ӗҫе пӗтерес пулать! Унпа лайӑх, хама-хам ҫӑмӑл пекчӗ. — Сковородников-и? Ирхине вӗрентӳ, манеж; кӑнтӑрлахи апат полк командирӗ патӗнче е пӗр-пӗр еврей трактирӗнче; каҫхине пунш тата карт. «Дункан» ҫак вӑхӑтра Зеленый мыс утравсем хушшипе иртсе пыратчӗ. — Бензин! Эсӗ каланине эпӗ нихҫан та илтмен. Вӑл хула ҫинелле пӑхса илчӗ. Пушар араслансах пырать. Берсенев урайӗнчен ҫитти илчӗ те леш статуэткӑна витсе хучӗ. Анчах та, ӑна тӗлӗнтерсе, кухньӑна пысӑках мар пӳллӗ, хресчен хӗрӗ сӑнлӑ, хулӑн та сарӑ ҫивӗтлӗ хӗр кӗрсе тӑчӗ. — Фаллус! Нумайӑшӗ ӳсӗреҫҫӗ — шӑнса пӑсӑлнӑ кӑкӑрӗсене тытса, антӑхса ӳсӗреҫҫӗ. Дистанци аллӑ утӑм та пӗрер хут пересси. «Эсир ыраш лайӑх, тетӗр-ха». Таратӑн-и? Выльӑх-чӗрлӗх валли карта-витесем тӑвас, тырра имҫампа чӳхес, инвентарьсене юсас пирки чӑрманнӑ май урӑххи ҫинчен шухӑшлама пӗр минут та вӑхӑт юлмасть. Хӗрарӑм ун ҫине пӑхса илчӗ, аллинчи хута урайне ывӑтрӗ те, хӑйӑлтатса, тӗлӗнсе, вӑрӑммӑн тӑсса илчӗ: — Е-пле ирсӗр… Ак ӑҫта ларать вӑл манӑн. Балетсем ташлаттӑмӑр. Панкратов мана асӑрхарӗ те Павела аяккинчен тӗртрӗ. — Ҫаплине ҫапла та, анчах тусӑмсем, — тет малалла географ, — вӗсен иккӗшӗн те пӗр ҫитменлӗх пур, вӗсем пире тӳрӗ ҫул ҫинчен пӑраҫҫӗ: пирвайхи ҫурҫӗрелле, иккӗмӗшӗ — кӑнтӑралла. Юлашкинчен, ҫав пӑтрав кӑштах йӗркене кӗрет, ҫапӑҫу тӗтӗм-сӗрӗмӗнче тӑшманӗ ҫине хӑпарса ларнӑ Том ӑна чышкӑпа кӳпкелени курӑнса каять. Ан тӗлӗн, ку аташни мар-ха. Вӑл хӑйӗн букварьне тӑватӑ хутчен ҫӗр айне чавса чикнӗ, тӑваттӑшӗнче те ӑна этемле мар хыта хӗнесе ҫӗнӗ букварь илсе панӑ. Каймаллах пулать! Эсӗ, тӑванӑм, хӑвӑн талантупа летчиксен шкулне кайнӑ пулсан сысна пулаттӑн! «Нимӗскере те ан хӗрхенӗр!» тет Тарас яланах. — Ҫук, мучи, юратмасть пулсан, укҫа нимӗн те тӑваймасть. — Пӑрахса тартӑн-и кукаҫу патӗнчен? Ҫакӑн хыҫҫӑн пурте шуйханса кайрӗҫ. Вӗсене пушар ӑшӗнчен ҫӑлӑр е мана вутта пӑрахӑр!.. Унтан эсӗ «Ганс ҫӑл шывӗ» тӑрӑх пыратӑн пулӗ тесе пӑшалсемпе персе тепӗр хут антӑмӑр. Е каймаллаччӗ ӗнтӗ манӑн, е Ромашовпа килӗшсе, ӗмӗрлӗхе ҫак катара тарса юлмаллаччӗ. Касторпа Поллукс тейӗн! Ҫапла ӗнтӗ, сӑмах кунта ӗмӗр-ӗмӗрех ҫамрӑклӑх ырлӑхӗсемпе киленсе пурӑнасси ҫинчен мар, ватӑлнӑ кун-ҫулта яланах пулакан инкексенчен мӗнле майпа хӑтӑлса ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнса ирттересси ҫинчен пулать. Паллах ӗнтӗ, ҫакнашкал йывӑр условисенче пурӑнса ирттерме вилмелле мар ҫуралма килӗшекен ҫынсем сахал тупӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫапла шут тытассинчен эпӗ тахҫанах шикленнӗччӗ, ҫавӑнпа вӑл мана пӗчченех хӑварнӑ вӑхӑтсенче манпа пулкаланӑ хӑшпӗр тамашасем ҫинчен эпӗ ӑна пӗлтермесӗр пытарса тӑраттӑм. Петро ҫаврӑнса пӑхать: нихҫан та килсе курман вӑл ку вырӑна. — Кун пекки питӗ сайра пулать. Шкулти ҫирӗп йӗркесем тӑрӑх, ҫывӑрмалли пӳлӗмсенче кӑнтӑрла пулма пачах та юраман, анчах Алексей пушмаксене хывмасӑрах кровать ҫине, аллисене пуҫ айнелле хурса выртрӗ, ҫапах никам та: шкулти дежурнӑй та, иртсе ҫӳрекен командирсем те, унӑн хуйхине пӗлсе, ӑна пӗр сӑмах та каламарӗҫ. Икӗ сехет иртеспе эпир аран Крестовой Ту тавра ҫаврӑнса тухрӑмӑр, икӗ сехетре икӗ ҫухрӑм! Ав мӗн тӑваҫҫӗ полковниксем!» — Кунта. Воропаева хӑнӑхса ҫитнӗ хыҫҫӑн, вӑл ӑна вырӑс хӗрарӑмӗн хӑйне евӗрлӗ хӑюсӑр та чӗмсӗр юратӑвӗпе юратнӑ, ҫав юратура хӗрӳ туйӑм тени хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑрать. Апла пулсан та, капла пулсан та, суд ман тӑшман тӗрӗс тесе, эпӗ ыйтнисем тӗрӗс мар тесе йышӑнать пулсан та, пурпӗрех эпӗ тӗрӗслӗхе тухма, хамӑн ӗнене илме пултаратӑп. Ӗненнӗ эп сире… — тесе хунӑ. — Ну, Иван Иванович, вӑл сире тӳлесе татать, — терӗ квартальнӑй, хуҫа ҫине пӑхса. Рабочисем хӑйне ырӑ сывлӑх сунсан, вӑл вӗсене, хӗрелсе кайса, нимӗн чӗнмесӗр, кулмасӑр, мӑнкӑмӑллӑн пуҫ тайрӗ. Кам кӗртрӗ? Николай усал сӑмахпа шӑппӑн кӑна вӑрҫса илчӗ те лачлаттарса сурчӗ. Кунта вӑл кӑшт иккӗленсе чарӑнса тӑчӗ те, Бенедикт пиччен чӗри сиксе тухас пек тапма пуҫларӗ. Огнянов лутра алӑк патне пычӗ те туртса пӑхрӗ. Акӑ мӗн каларӗ мана пӗр акӑлчан офицерӗ: «Кунта вырӑссем кӑна вӗҫме пултараҫҫӗ», терӗ. Хупахра-мӗнте чухне вӑл чи вӑйлисене те парӑнмастчӗ, сӑмси хӗп-хӗрлӗ юн пулатчӗ пулин те, ҫапах никама та хӗнеттерместчӗ. Тен, эпӗ ҫак сӑмахсемпех шухӑшламан пулӗ, анчах та шӑп ҫав шухӑш ҫуралчӗ манӑн пуҫ миминче, шӑпах та ҫав кичем каҫхине тунса илтӗм эпӗ хамӑн чун ывӑннине, — чӗрере ыраттаракан туйӑм пуррине. Коммунистсем ӗнтӗ, ҫумӑр ҫунине пӑхмасӑр, хӑйсем пытанса ларнӑ ҫӗртен тухса ерипен ҫеҫ комиссар тӑракан чӑрӑш тавра пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнпур ӗҫ ӑнса пырассине ыттисем те шанма пуҫларӗҫ. Ун чух Кременчугран пуҫласа Ромена ҫитиччен те пӗр-икӗ эрех заводӗнчен ытла пулман. «Кунта сире пӑхса тӑма нимӗн те ҫук», — тесе хушса хучӗ вӑл юлашкинчен. Урайӗнче, ялт-уҫҫӑн палӑрса, чӳрече решетки, уйӑх ҫутипе ӳкерӗннӗскер, чалӑшшӑн тӑсӑлса выртнӑ. — Мӗн калама пултаратӑп эпӗ? — сӑмах хушрӗ ӑна хирӗҫ амӑшӗ, пуҫӗпе кичеммӗн сулса, аллисене халсӑррӑн икӗ еннелле сарчӗ. Питӗ шеллерӗ вӑл ӑна, вара ҫавӑнтах: «батько, ҫӗр ӑшне лайӑх пытарар ӑна, унран тӑшмансем ан мӑшкӑлаччӑр, ун ӳтне ҫӑткӑн кайӑксем ан салатса пӗтерччӗр», терӗ. Эпӗ те ҫамрӑк пулнӑ вӗт, чунӑм, эпӗ те ҫак терт витӗр тухнӑ. Кунта мӗн чул ытларах выртӑн, ҫавӑн чул япӑхрах пулӗ. — Сивви — сивӗ ӗнтӗ, чӑн та, — тенӗ Фома, шухӑша кайса. Таврари ҫӗршыв ним ҫук ҫӗртен ҫӗкленсе тухнӑ пек туйӑнать, йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкпа тертленсе пӗтнӗскер, вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи илемӗн юлашкийӗсене кӑшт кӑна кӑтарткаласа, ҫӗнелни-мӗнне палӑртмасӑр, кӑшт та пулин хӗвел ӑшшинче ӑшӑнас тесе, ҫӗкленсе тухать. Ҫутнӑ лампӑна тытса каялла таврӑннӑ чухне вӑл, Пӑван ҫывӑрса кайнӑ пулӗ тесе, алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Чей умӗн кунта, сулхӑна, тухса ирхи уҫӑ сывлӑшпа сывлама кӑмӑл ҫук-и? — Ан пӑшӑрханӑр! — лӑплантарчӗ ӑна Николай. Вӑл ҫитӗннӗ сунарҫӑсем перекен, вӗҫне шӗвӗртсе лартнӑ тимӗрпе тӳрӗ те ҫинҫе патакран тунӑ чӑн-чӑн ҫӗмрен йӗпписем илнӗ. Кун пек тунине казаксем пит те кӑмӑлсӑр йышӑнаҫҫӗ. Мотор кӗрленӗ хушӑрах такамсем калаҫни илтӗнчӗ. Сӑмахран, вӑл мана вунвиҫӗ ҫултан пуҫласа укҫа пухнине; халӗ ҫав укҫана ҫур ҫул хушшинче пӗтӗмпех салатса янине каласа пачӗ, — ку та вара, сан шутпа, ҫавнах пӗлтерет-и? Ытах апла мар пулсан? Ҫав шкулти учитель, мистер Добинсс, чылай пурӑнса мӑнаҫланнӑ тата хӑйле хӑй телейсӗр ҫын тесе шутланӑ. Юлашки сӑмахне каласан, Артур пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗрелчӗ, унтан каллех шуралчӗ. Мӗнешкел аван юлташчӗ вӑл, пӗлесчӗ сирӗн! — Ҫапла, — терӗ вӑл салхуллӑн. — Хама хушнӑ ӗҫе: начар мар туса пыратӑп. Вара ӗсӗклесе макӑрса, чӗтрекен ватӑ сассипе: — Ю-у-у… — тесе тӑсса ларатчӗ. Эсӗ унта мӗн ҫырнине пӗлетӗн-и? Янахӗпе питҫӑмартийӗсем ҫине сухал ҫав тери хӑвӑрт шӑтать, ҫитменнине тата, пӑхӑр тӗслӗ сухалӗ шӑрт пек хытӑ, бритва та илесшӗн мар, унӑн сухалне хыра-хыра пӗтӗм отделенири бритвӑсем мӑкалса пӗтнӗ. Ҫапла шухӑшлаттӑм — йӳҫсе чарӑнӗ Фомка, хӑйранӗ, теттӗм, — унтан вара сана, санпа пӗрле мӗнпур пурлӑха — ме! тесшӗнччӗ ӑна. Анчах Иван Никифорович пукан ҫине тӗшрӗлсе ӳкрӗ те вӑрӑммӑн ахлатнинчен урӑх нимӗн калаймасӑр тӑчӗ. — Наталья Савишна, ҫав Натали, мана эсӗ тесе калать тата, дворовӑй ачана хӗненӗ пекех, мана питрен йӗпе сӗтел ҫиттипе хӗнет. Госпитальте ҫынсем часах паллашаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑк вӑйӗн ҫак тапписем, вӑл хӑй ирӗклӗнех уҫса панӑ ӑнланусем, ачана, суккӑр хӑй сӑнавӗсем урлӑ туянма пултарайман сисӗм-туйӑмсем пехилленӗн туйӑннӑ, ҫакӑнта вара Макҫӑм, пин-пин процесра вакланса, уйрӑм ҫынсен пӗрин хыҫҫӑн тепри черетленсе пыракан кун-ҫулӗсем витӗр пурнӑҫ явленисен татӑлми сӑнчӑрӗ тӑсӑлнине чухласа илнӗ. — Ытах та эс хӗр пулман пулсан! — кӑшкӑруллӑн каланӑ вӑл. Артур тӑрӑшса вӗреннӗ, ҫавӑнпа та унӑн ирӗк вӑхӑт сахал юлнӑ. Яланах ҫаплаччӗ ҫав, шкулта чухнех, ачасем Николай Антоныч ҫинчен мӗн калаҫатчӗҫ, ҫавна пурне те итлетчӗ те ӑна элеклесе паратчӗ. — Тархасшӑн, кирлӗ мар. Куҫ хӗсен те — пулчӗ те! Сарлака ҫурӑк патӗнчен эпӗ тӳрех кунталла килтӗм, эсӗ манран маларах таврӑнатӑн пулӗ тесе. — Вот мӗнле! — тӑсса ячӗ Паганель. Каҫхи апатра эпӗ ҫав ҫӑмартасене кӑна ҫирӗм, мӗншӗн тесен эпӗ хам ҫумри апат-ҫимӗҫе тирпейлӗ тытма шутларӑм. Плита тӗлӗнче, ҫӳлте, чейник ҫакӑнса тӑрать, унӑн мӗлки ҫине пӑхсан, вӑл пӗрре те чейник пӗк мар, такамӑн ҫав тери пысӑк сӑмси пек туйӑнать. Сирӗн хушӑра малалла нимӗнле харкашу та, нимӗнле ҫапӑҫу та пулмасть, тесе эсир мана сӑмах парӑр. Вӑл малалла ҫеҫ тинкерсе пӑхнӑ, каялла ҫаврӑнса пӑхман. Вӑл чӗртсе тӗтӗмне ӑшне илчӗ те пирусне пӑрахрӗ. Варя вӗренме каять, сире кам тӑрантарӗ, тумлантарӗ-ха? Карапа хирӗҫ пӗр йӗрпе тӑсӑлса вӑрӑм ҫунатлӑ кайӑксем вӗҫеҫҫӗ. Джонни ун пеккине пӑхсах кайман. Тӑванӗсем унӑн… Эсир пӗлетӗр-и, Пальмерстон пӗрремӗш министр пулса тӑнӑ. Ҫул айккисенче тата инҫетерехре те, воронкӑсем хушшинче, лаша виллисем, хресчен ураписен ҫӗмрӗкӗсем, татӑлкаласа пӗтнӗ ут таврашӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Петровской, 1828, 3 июни Помните близко,Помните далеко,Помните моегоЕще отнине и до всегдаПомните еще до моего гробаКак верен я любить имею. Е вӑл эпӗ мӗн каласса вӑлтса пӗлесшӗн те, эпӗ вӗсене хирӗҫ каймӑп-и тесе тӗрӗслесе, кайран вара, Александр Анисимыч таврӑнсанах, ӑна каласа парӗ… лешӗ хайхискер, Хопрова касса вӗлернӗ пек, мана та касса пӑрахӗ? — Эсир илтрӗр ӗнтӗ, паллах!? Харпӑр хӑй хырӑмне тӑрантарма темиҫе кӗрепенке ҫӑкӑр ӗҫлесе тупасшӑн, хулпуҫҫийӗсем ҫинче пиншер пӑтӑн тырӑ йӑтса пӑрахутсен тимӗр хырӑмне тултаракан грузчиксен речӗсем ҫине пӑхма ҫав тери кулӑшла. — Ҫапла, сэр. — Нумай вельможӑсене куртӑм — пур тӗрлисене те куртӑм; уҫҫӑнах мухтавлӑн та тӗлӗнмелле пурӑнатчӗҫ. Анчах халӗ ан шарла. Хыҫалтан пырса ан ҫапчӑр… — терӗ. Кирлӗ-тек, эпӗ ҫакӑнта пулнипе сире курнине те пӗр никама каламӑп. Шанатӑн-и эсӗ мана? Хулара пуранакан ҫынсем хӑйсен яланхи ӗҫӗсене аран ҫеҫ, сӳрӑккӗн ӗҫлекелерӗҫ, сахал сӑмахларӗҫ, час-часах йывӑррӑн сывласа илчӗҫ. Вӗсене хирӗҫ тӑни усӑсӑр иккенни куҫкӗрет, ҫапах та Дик Сэндпа ун юлташӗсем кӗрешме пӑхрӗҫ. «Мӗн тӑвӑн унпа? Хӑйӗн савнине вӑл хуҫалӑхра та пулӑшать, сунартан пӗр-пӗр мулкачӑ е ҫыххипех хир чӑххисем тыта-тыта килсе парать. Гапка пӗҫерсе панӑ тутлӑ борщ, ӑна ирхине мӗн пулса иртнине йӑлтах мантарчӗ. Капла лайӑх та мар, калама май ҫук: вӑл апат тунӑ чух пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, питӗрӗнсе илчӗ те никама та кӗртмерӗ. Амӑшӗн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, сӗтел ҫумӗпе, Ефим вӑраххӑн каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. «Пырать, начальство ырлать», тет. Хӑй шӑлне хӑй туртса кӑларнӑ пекех, вӑл тепӗр уринчи унттине те туртса хыврӗ. Куҫа уҫрӑм та хам ӑҫта иккенне ӑнланас тесе, йӗри-тавра пӑхкалатӑп. — Кама кансӗрлетпӗр? Анчах юмӑҫ карчӑкӗ Баймаковӑна хӑйӗн эмел курӑкӗсен ҫӑра шӑршипе тулнӑ тӗттӗм пӳлӗмӗнчен ӑсатса кӑларса янӑ чухне:— Асту: ухмахсен ӗҫӗ юмахсенче ҫеҫ ӑнӑҫуллӑ пулать… — терӗ пулин те, юмӑҫ карчӑкӗн сӑмахӗсем Баймаковӑна пӗртте лӑплантармарӗҫ. Эпӗ пистолетпа тӗллеме пӑрахрӑм та: «Сирӗн халӗ вилме вӑхӑт ҫук пулас, эсӗр ирхи апат ҫиетӗр; манӑн сире чӑрмантарас килмест», — терӗм. Ачан тутисем чӗтренӗ, сӑнне пӑхсан, вӑл темле йывӑр инкеке кӗнӗ теме пулать. Пачах та хӑмӑртарах кӑвак тӗслӗ йывӑр пӗлӗтӗнни пек мар, ку пӗлет горизонтра курӑнакан ҫамрӑк хурӑнлӑх тӗлне тӑсӑлса выртрӗ. Кӑштах сылтӑмарахра тӗмсемпе йывӑҫсем хыҫӗнчен дачӑри ҫуртсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫивиттийӗсем курӑнма пуҫларӗҫ те ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшпӗрисем хӗвелӗн йӑлтӑртатакан пайӑркисем ӳкнипе ҫуталса тӑраҫҫӗ, теприсене тӳпен тепӗр енӗ евӗрлӗ кичем сан ҫапнӑ. Мана хӗнесе тӑкрӗҫ. Улӑм витнисем те, хӑмӑш витнисем те, хӑшне хӑма витнисем те пур унта; сылтӑмалла урам, сулахаялла урам, пур ҫӗрте те чипер ҫатансем; ҫатан тӑрӑх хӑмла явӑнса хӑпарать, шалҫисем ҫине чӳлмексем тӑхӑнтартнӑ, хыҫалтан хӗвелҫаврӑнӑш та хӑйӗн хӗвел пек пуҫне кӑтартса тӑрать, мӑкӑнь хӗрелет, унта-кунта шултра кавӑнсем курӑнаҫҫӗ… — Тӑварлине пар. Эпӗ ӑна пӗрле Геологи музейне кайса курма чӗнсе пӑхасшӑнччӗ (ун чухне эпӗ вожатӑйчӗ, манӑн ачасем ҫав музее кайса курас терӗҫ). Эпир пуҫламӑш классенчех-ха унта Кораблевпа кая-кая килеттӗмӗр. Ҫав тери интереслӗччӗ унта. Кашни тӑватӑ ҫултан ҫуркуннехи вӑхӑтра кунпа ҫӗр танлашнӑ кун пӗтӗм наци представителӗсен совечӗ пулса иртет. Хӑйне кӑшт кӳрентернӗшӗн те вӑл никама каҫарман: пуп пӗр айӑпсӑр хӗненине манман, вӑрттӑн ҫиленсе ҫӳренӗ… Олейник часах ура ҫине тӑма пултарас ҫуккине ӑнланса илсе, Матвей Юргин блиндаж алӑкӗ патнелле, кӗтесселле куҫрӗ. Олеҫҫӑн таткаланчӑклӑ ӑнлантарӑвне эпӗ нумай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тин, Шарко доктор Сальпетриерти икӗ пациентпа, истерипе асапланакан профессионаллӑ тухатмӑшсемпе, ирттернӗ сӑнавсем ҫинчен тунӑ отчета вуласан ҫеҫ аса илтӗм. Дик Сэнд калакан хӑрушлӑх сиксе тухмӗ-ши стенана шӑтарсан? Ҫак тӑвӑл вӑхӑтӗнче пире вӑйлӑ ҫил, эпӗ шутласа пӑхнӑ тӑрӑх, сахалтан та пилӗкҫӗр лига хӗвелтухӑҫнелле илсе кайнӑ. Нумай ҫӳресе пиҫнӗ чи ватӑ моряксем те эпир тӗнчен хӑш пайне кайса лекнине пӗлме пултараймарӗҫ. — Айванла шӳт! — терӗ тепри. Хоспоти турӑҫӑм! Вӑл ҫӗр ҫийӗпе те ҫӳреме вӑтанать, ӑҫтан унта ҫамрӑк-кӗрӗме, уйрӑмах пирӗнне тата, итлеттерме! «Санӑн тата арӑму тухатмӑш», — тавӑрать тепри. Фелим татах итлесе тӑнӑ: ҫынсем кипарис патнелле ҫывхарса килнӗ. Ҫирӗм ҫул каярах Андрей ҫак кӑвакарчӑн аҫи пекех ҫамрӑк та патмар каччӑччӗ, хӑйӗн савнийӗ тавра ҫакнашкалах явӑнса ҫӳретчӗ. Ҫак самантра Лозневой та сӗтел хушшинчен тухрӗ. Кил хуҫипе вӑл ӑраснах кӑмӑллӑ пурӑнма тӑрӑшать, кирек хӑҫан та ӑна юрама хӑтланать. — Итле-ха, Ерофей Кузьмич, — терӗ вал, горница алӑкӗ патнерех пырса. — Мӗн тума пулӑшмалла? — Хӑшӗ? лейб-уланӗ-и, утлӑ-гвардеецӗ-и? Вӑл ӗнтӗ ҫӗр ҫийӗпе мар, пӗлӗт ҫийӗпе пынӑ. Вӑл пӗртак чӗнмесӗр тӑчӗ. Сисетӗп эпӗ, ҫӗнӗрен асапсем курасси пур пирӗн, пире хирӗҫ мӗн пурӗ шӑл хӑйрать. Хӗлле, май уйӑхӗнчен пуҫласа октябре ҫитиччен, вӗсен тӑррисене хӑпарса кайма ниепле те май пулмалла мар: кунта «темпоралес» текен тӑвӑлла ҫилсем элес-мелес асса кайса ураҫҫӗ, ним ӑссӑр ҫӳрекен ҫынсем ун пек тӑвӑлсенчен хӑтӑлса юлсан та сивӗпе те пулин шӑнса пӗтнӗ пулӗччӗ. «Гм! — Ку ҫав тери пысӑк кит теме те хӑйнӑ пулӑттӑм эпӗ, — сӑпайлӑн палӑртрӗ Дик. — Ҫук, эпӗ пуҫа тирпейлемен, — тавӑрчӗ хӗр. Вара вӑл кӑмака ҫине сиксе хӑпарчӗ. Вӑл манран пӗрре те хӑрамарӗ пулмалла. — Эй, пӗчӗк шӑллӑм! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ. — Эсӗ вӑрмана кӗрсе пытанас тесе шыв хӗрринелле чупатӑн. — Вӗсем хӑйсене ҫеҫ манмаҫҫӗ, ҫӳревҫӗшӗн пулсан асра та ҫук. Халӗ ӳсӗр индеецсенчен мӑшкӑл курасран ҫеҫ мар, пуҫа ҫиесрен те хӑрамалла. — Ку хӑҫан пулнӑ вара?.. Хыҫалтан аманнӑ тӗрӗксемпе вилнисене урапапа турттарса пычӗҫ. Капитан куҫне уҫиччен тата пӑтранчӑк куҫӗпе пирӗн ҫине пӑхиччен юнӗ нумай юхрӗ. Куҫӗсене нотӑсем ҫинчен илмесӗр, шӑлӗсене хыттӑн ҫыртса, вӑл хускалмасӑр тӳрӗ ларчӗ, соната вӗҫне ҫитеспе кӑна унӑн пичӗ хӗрсе кайрӗ те, сӳтӗлнӗ пӗчӗк ҫӳҫ пайӑрки тӗттӗм куҫхарши ҫине ӳкрӗ. Хула хӗрринчи урамри пӗчӗк пӳртре пурӑнмашкӑн лӑпкӑччӗ!.. Тарнӑ чухне эпӗ ӑна сывлӑх сунса ҫурӑмӗнчен хӗҫпе чиксе суранлатрӑм, вӑл хӑй хыҫҫӑн юн юхтарсах тарчӗ. Пичкесене кустарса кӑлар, Максимыч! Станица урлӑ каҫса каякан ҫулӑн пӗр енче — юханшыв, тепӗр енче — виноградпа улма-ҫырла пахчисем ешереҫҫӗ тата Ногай ҫеҫенхирӗнчи хӑйӑр кӗрчӗсем курӑнаҫҫӗ. — Ҫапла. Тӗрӗс вет? — терӗм эпӗ. Симӗс ту ҫинче хӗрарӑмсем тырӑ выраҫҫӗ. Ту айккинче, лапамра, казаксен ҫарӗ иртсе пырать. — Ак ҫакӑнта, Уэлдон миссис, — терӗ Дик, Перуран Чили патне тӑсӑлакан ҫырана вӑрӑммӑн кӑтартса. Нивушлӗ ятсӑр ҫырусем пирки пӗлнӗ вӑл? «Эпӗ хухнӑҫем хухса, аннӑҫем анса пыратӑп, — йӗрӗнӗҫлӗн те кичеммӗн шухӑшларӗ Ромашов. Унта пӗр… фельетонист пур — хай, сире чапа кӑлараканни… камччӗ-ха ҫав? — Сирӗн енчен, тен, ҫавӑн пек пулнӑ пулӗ, — терӗ вӑл, — анчах Джиованние эсир малтанхи хут курсанах кӑмӑлне кайнӑ. Викторушка ҫавӑнтах кухняра пулат ҫинче ҫывӑрса выртать; амӑшӗ ахлатнисемпе вӑранса кайса, вӑл ыйхӑллӑ сасӑпа кӑшкӑрать: — Анне каллех эсӗ ир-ирех ҫухӑратӑп! Ҫитменнине тата нумай пулмасть, унне ҫӗр тенкӗлӗх хут укҫине псалтир ӑшӗнчен унӑн ҫӗнӗ тусӗ, тир ӑсти Хлыст кӑларса илнӗ. Ӑҫта килчӗ унта сарӑ чечекпе витӗннӗ ҫулсем ылттӑн хӑю пек курӑнаҫҫӗ, хӑш чух вӗсем тӑрӑх лавсем иртеҫҫӗ. Ку — ҫав тери ҫирӗп, нӑкӑ, ылтӑнран шӑратса тунӑ саркофаг. Юр та, тӑвӑл та, начар ҫул-йӗр те, чуллӑ сӑртсем те, пӑрлӑхсем те уншӑн нимӗн те мар; вӑл хӑюллӑ та сыхланса пыраканскер, питӗ шанчӑклӑ; вӑл нихӑҫан та такӑнмасть, нихӑҫан та чӑхӑмламасть. Вӑл хӑй ҫивитийӗсенчен пӗрин ҫӗтӗкне чӗре-чӗре ансӑр хӑюсем турӗ, вӗсемпе юнланса пӗтнӗ урисене чӗркесе ҫыхрӗ, шыҫӑнса кайнӑ пакӑлчак сыппине тата тепӗр хут туртса ҫыхрӗ те, каяс ҫула кайма хатӗрленчӗ. — Выртӑп-ҫке. — Ҫав — парнешӗн-и? — ыйтнӑ Фома, куҫхӳрипе кулса. Ҫӗр иртни те сисӗнмерӗ. — Чӑнах, пӗрмай сан ҫинчен тунсӑхларӑм, тупата туршӑн, — лӑпкӑ сасӑпа пӑшӑлтатрӗ Лука, хӗр хӗвӗнчен хӗвелҫаврӑнӑш илнӗ май; унтан вӑл тата ытларах пӗшкӗнсе хӗр ҫумне йӑпшӑнчӗ те тем ҫинчен шӑппӑн кала пуҫларӗ. Куҫӗсем унӑн йӑл-йӑл! кулса тӑчӗҫ. Дик хӑйӗнпе унчченхинчен сахалтарах пулнине вӑл, паллах, асӑрхарӗ, анчах Уэлдон миссис ывӑлне Дика ӗҫрен татма юраманнине ӑнлантарса парсан, итлекен ача «Сэнд капитана» урӑх йӳтетмерӗ. Ҫиелтен пӑхсан, ҫаксем пурте ҫав тери пӗчӗккӗн, вылямалли япаласем пек ҫеҫ курӑнаҫҫӗ! Сарлака хытӑ хӗрриллӗ шлепке пуҫ ҫинче халь те тӗреклӗ ларнӑ. — Зоя Никитишна мӗнлерех? — терӗ Берсенев Еленӑна. Миките тӗрӗс пӗлнӗ: вӑл вӑрман пулман, йӗркипе ларакан ҫӳллӗ хӑвасем пулнӑ. Сасартӑк пӗтӗм сад тӑрӑх йытӑ чарӑнма пӗлмесӗр вӗрни илтӗнсе кайрӗ, ун сасси пур кӗтессене те ҫитсе янрарӗ. Шӑхӑрнине илтсен, лаша хӑй хуҫи патне чупса пычӗ те хӑйне йӗвентен тыттарчӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн ҫӗршывра вӑрҫӑсем нихҫан та пӗтмеҫҫӗ, салтак ремесли вара чи хисеплӗ ӗҫ шутланать. Унӑн пичӗ-сӑнӗ тӗксӗмленчӗ, вӑл ӗнтӗ ман ҫине мар, ҫап-ҫутӑ тасатса лартнӑ самоварӑн пӑхӑр тӗкӗрӗ ҫине пӑхса ларчӗ. Катьӑран та ыйтса пӑхас пулать. Эпӗ, пирӗн сулӑ шыв тӗпнелле ӳкет пулӗ тесе шутларӑм, анчах ку йӑнӑш пулчӗ. — Ҫапла, вуниккӗн кӑна юлтӑмӑр. Тепӗр чухне начар пӑхса усрани, час-часах выҫӑ ларни тата вӑйлӑ та ҫамрӑк ҫыннӑн мӗнпур енӗсем вӗсене харсӑр ҫынсем туса хунӑ, ку харсӑрлӑх вара кайран пӗтӗм Запорожьене сарӑлнӑ. — Салтак. Каҫхине чей ӗҫсе ларнӑ чух Софья амӑшне:— Сирӗн, Ниловна, халех яла кайса килес пулать, — терӗ. Ҫынсем, ӑшталанса, аллисемпе хӑлаҫланкаласа пӑлханнӑ, пӗрисем, ҫиллисене шӑнараймасӑр, хӗремесленсе кайнӑ, теприсем шурӑхнӑ, пурте вӗсем ҫак хӑйсем ҫине килекен мӑшкӑл капламне чарса лартма пӗр пекех халсӑр пулнӑ. Мӗн сивӗ чир тытнӑ пек чӗтретӗн? Палламан хӗрачана кӳрентерни питӗ шел: тен, вӑл кунта урӑх нихҫан та килес ҫук. — Ӑстайлӑ каланӑ! Вӑл ултӑ пин фут ҫӳллӗшӗнче тӑрать. Чикансенчен мар-и?» — Мӗншӗн? — хулпуҫҫийӗсене чӗтретсе ыйтнӑ Фома. Ҫӳп-ҫап шӑтӑкне эпир иксӗмӗр те хамӑр ирӗкпелен лакрӑмӑр, текех ӗнтӗ эпӗ, туйсах тӑратӑп, нихӑҫан та лайӑх, таса юратупа юратма хӑю ҫитереймӗп. Кӑвакрах та тутӑхнӑрах тӗслӗ курӑк ҫинче тӑм тивнипе хуралса кайнӑ талпиҫен тӗмипе тӑкӑнма пуҫланӑ лӳчӗркенчӗк сырлан лаптӑкӗ курӑнать. Сырланӗ ҫинче ҫутӑ-сарӑ ҫӑка ҫулҫисемпе хурӑн ҫулҫисем — пӗр вунӑ ҫулҫӑ — ҫакланса, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫӗрле тавӑрӑнатӑп. Астӑватӑп-ха, ҫакна курсан, мӗн тери хӑраса кайрӑм эпӗ. Ҫук, ваше сиятельство, ку хӑнӑхуран туртӑнмала мар, алла пӑшал тытмасан, пеме пачах манма пулать. Кӗрешӳпе йывӑрлӑхсем тӳснӗ ҫула утса тухнӑ хыҫҫӑн, пирӗн ҫӗнтерӳсен ҫимӗҫӗсем ҫинчен калакан хамӑрӑн Конституци пурри кӑмӑллӑ та, савӑнӑҫлӑ. Мускав шывӗ ҫинчи пӑр кайса пӗтрӗ. — Пулӗ те, — терӗ Талькав. Вӑл ури ҫине тӑрсан, Ривэра ӑна янах шӑммипе ӗнсинчен сылтӑм аллипе ҫапса антарнӑ. — Мӗн тата? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ игумен. Ун пек ан хӑтлан эсӗ! — Эпӗ сире сахал пӗлетӗп, — терӗ тепӗр хут Базаров. Мана эс выляса илни те савӑнтармасть, выляса яни те кӳрентермест; эсӗ картла выляма вилесле юратни ҫеҫ пӑшӑрхантарать, ҫав вӑййа пула эсӗ мана ҫепӗҫ юратасси иксӗлет, ун пиркиех сана ҫакнашкал кӑмӑла каймалла мар чӑнлӑха калама тивет, ҫакӑ, тур пӗлет, маншӑн ҫав тери йывӑр! Аяк пӗрчи-хӑямачӗ шатӑрах турӗ. «Эсир хӑть мӗн шутлӑр та, анчах манӑн начальство хушнине тумаллах пулать». Итлесе те пӗтереймесӗр, Марийка крыльца картлашкисем ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ… Ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан ҫак ӳкерчӗке ачасен ӳчӗ ҫине касса кӑвак сӑрпа ӳкернӗ, ун тӑрӑх ҫын мӗнле ӑруран е йӑхран пулнине пӗлме май пулнӑ. — Пӗрремӗшне йышӑнмастӑп эпӗ, мӗншӗн тесен Гарри Грант акӑлчансен колонине чӑнах та ҫитнӗ пулсан, вӑл тахҫанах хӑйӗн ырӑ Денди хулине тавӑрӑнса савнӑ ачисен ытамӗнче ҫупӑрланнӑ пулӗччӗ. Унӑн хӗҫӗпе пистолечӗсене туртса илеҫҫӗ. Эпир шкултан вӗренсе тухнӑ вӑхӑт ҫулсеренех инҫетре те инҫетре тӑрса юлать, хамӑр вӗри чӗреллӗ ачасем пулни те тӗлӗнмелле пулнӑ пек туйӑнать пире, пурнӑҫ ытла та кӑткӑс пулмалла пекчӗ пирӗншӗн. Килте вӑл, ҫырӑва Николай аллине тыттарса, ун умне тӑчӗ те, хыттӑн чӑмӑртанӑ хута Николай сӳтсе тӳрлетессе кӗтнӗ май, хӑйӗн чӗринче каллех шанчӑк ҫуралнине сисрӗ. — Унзер, — лампа вучӗ ҫине ӗмӗтлӗн тинкерсе, шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов. Анна Васильевна Стахова, качча тухичченхи хушамачӗпе Шубина, ҫиччӗре ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, ҫав тери пысӑк пурлӑх хуҫи пулса тӑнӑ. — Кӑна мӗн пирки калатӑр? Лорд епископсем хӑйсен пысӑк ятне яланах тӗн вӗрентӗвӗсене пит тӗплӗ пӗлнине кура тата таса пурӑннишӗн тивӗҫлипе илеҫҫӗ-ши? Пӗррехинче эпӗ ун ҫине ҫилентӗм. Ҫакӑн пек вӑрҫӑсенче вӑл чи йывӑр, чи тӗлӗнмелле маневр турӗ: вӑл тарчӗ. Вӑкӑрсемпе — пӗр алӑпа ӑна хистесе, тепринпе куҫҫульне шӑлса пырса — колхозсӑр та пурӑнма пулать. Ют патшалӑхсенчи пичетӗн Конституци проектне хирӗҫле реакцин пирвайхи палӑрӑмӗсем — Конституци проектне нимӗн шарламасӑр ирттерсе ярас тенӗ татӑклӑ туртӑмпа пычӗҫ. Ку тӗлте эпӗ ытла та реакциллӗ, фашистла пичете кура калатӑп. — Вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ. Сӑрта та, ҫӑхансене те пӑрахса хӑварнӑ. Унти… Катюшӑн вил тӑприне, вил тӑпри ҫинчи хӗресе пӑрахса хӑварнӑ. — Вӑтӑр пилӗк тенкӗ те тата атӑ валли пилӗк тенкӗ. Кӑшт ҫеҫ шыва перӗнсен те вӑкӑрсем хӑйсем пынӑ йӗрпе каялла сиксе ӳкеҫҫӗ. Эскадрӑн карапӗсем те ҫавӑн пекех шӑппӑн, кирлӗ пур маневрӑсене пурне те хатӗрлерӗҫ. Эпӗ сире Марс ҫинче усӑ кӳретӗпех. Чӑннипе илсен, вӑл питӗ хаклӑ тӑрать, — ответлерӗ хуҫа. Ҫапла вара, слонсен сукмакӗ чура караванӗсен ҫулӗ те иккен. Ливанран кӳртернӗ кедр пӗренисемшӗн, кипариспа олива хӑмисемшӗн, певг йывӑҫӗшӗн, ситтимпа фарсисшӑн, ялтӑраса-ҫуталса тӑракан пуличчен тип-тикӗс якатнӑ тем пысӑкӑш хаклӑ чулсемшӗн, пурпурпа йӑм-хӗрлӗ сӑршӑн тата ылттӑнпа ҫӗленӗ виссоншӑн, сенкер ҫӑм материсемшӗн, пил шӑммипе хӗрлӗ така тирӗшӗн, тимӗрпе оникс тата тӗрлӗрен мраморшӑн, хаклӑ йышши чулсемшӗн, ылттӑн сӑнчӑрсем, пуҫкӑшӑлӗсем, шнурсем, хӗскӗчсем, сеткӑсем, таканасем, лампадӑсем, чечексемпе ҫутаткӑҫсемшӗн, алӑксен ылттӑн тӑпсисемпе кашниех утмӑлшар сиклӗ таякан ылттӑн пӑтасемшӗн, ылттӑнран тунӑ куркасемпе тирӗксемшӗн, шарӑҫлӑ та мозаиклӑ тӗрӗ-эрешсемшӗн, шӑратса хывнӑ тата чула касса хатӗрленӗ арӑслансен, ӗҫ вӑкӑрӗсен, пальмӑсемпе ананассен кӗлеткисемшӗн Тир патшине Хирама, зодчипе пӗр ятлӑскере, Галилей ҫӗрӗнчи ҫирӗм хулипе ялӗсене парнеленӗ Соломон, апла пулин те Хирам ҫав парнене ним вырӑнне картман, — ҫакнашкал никам илтмен капӑрчӑклӑхпа ӳссе ларнӑ турӑ храмӗпе Соломон керменӗ тата Миллори кӗҫӗн кермен — патша арӑмӗ, Египет фараонӗн Суссакимӑн хӗрӗ, хитрешке Астис валлискер. Каярах галерейӑсен карлӑкӗсемпе пусмисене, музыка инструменчӗсемпе тӗн кӗнекисен хуплашкисене тунӑ ҫӗре кайнӑ хӗрлӗ йывӑҫа вара Соломона, ҫунтармалли техӗмлӗ курӑксемпе, ырӑ шӑршӑллӑ ҫусемпе те хаклӑ йышши духисемпе пӗрле, Сав майра-патши, ӑслӑ та калама ҫук хӳхӗм Балкис, парнелесе панӑ, унашкал парнене Израильте ҫак тарана ҫитсе те курман пулнӑ-ха. Эмиль те пит кӑмӑллах пулмарӗ, Санин вара унран та ытларах кӑмӑлсӑр пулчӗ. Вилнӗ пулсан, мана лайӑхрах пулатчӗ: эпӗ вӗсене унта курнӑ пулӑттӑм… Хысна пурлӑхне пӗлсе тыткаламаншӑн эпӗ ӑна ҫинчех суда панӑ пулӑттӑм», тенӗ вӑл. Ку тӗлӗшпе ватӑ сунарҫӑн хӑй шухӑшӗ пулнӑ. — Мӗн эсӗ, — турӑ хӗрхенессе ӗненместӗн-и вара? — ӳпкелешнӗ пек ыйтрӗ Никита. Пӑлхавҫӑсем пӑрахса тарнӑ окопсене вӗсем йышӑна та пуҫларӗҫ. Тӗттӗмрех пулин те, комиссарӑн ҫамрӑкрах сӑн-пичӗ йӑл кулса илни палӑрса кайрӗ. Ҫапах та, Любишкин ӑна хӑйне ҫав «куҫа ҫеҫ курӑннӑ» чӗрчунӑн пӗчӗк шӑммине кӑшласа пӑхма сӗнсен, вӑл тем тусан та кӑшлама килӗшмен. Ҫак вӑхӑтра брам-рей ҫинче тӑракан Остина горденӑн ирӗклӗ вӗҫӗ пырса ҫапрӗ. Ҫамрӑк ҫынсем ҫутӑ ӳкекен тӗле ҫитрӗҫ… Назанский, яланхи пекех, килӗнчеччӗ. Женя кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ те каллех ыйтрӗ: — Оля, эппин Тимур кам вӑл? Шӑп ҫак самантрах хамӑр ҫине атакӑна килме хатӗрленнине туйса илтӗмӗр. Эсир нумай пултаратӑр. Католик монахне курсан Андрий хӑй сисмен ҫӗртенех тапах чарӑнчӗ (козаксем католик тӗнӗн монахӗсене ҫав тери кураймаҫҫӗ, вӗсене жидсене хӗрхеннӗ чухлӗ те хӗрхенсе тӑмаҫҫӗ). — Вӑрмана ҫеҫ ҫитесчӗ, унта сулхӑн пулать. Манӑн пӗрре те ҫывӑрас килмест. Акӑ кантӑк чӑнах уҫӑлчӗ те, Зинаида курӑнса кайрӗ. — Мистер Стумп, эсир хӑвӑр каларӑр вӗт-ха: кам та кам хӳшӗ патне пырать… Эсир унӑн куҫӗсене хупӑрласа хутӑр! Хӑш чухне: «Мӗншӗн кӗрешрӗмӗр-ши?» тесе ыйтатӑн та, тар шӑршине шӑршласа курман служащисем ҫав сӑмахран мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн тата тӗрлӗрен шурӑ сӗлӗхсем те лӗхлетсе тӑраҫҫӗ. Ҫук, эсӗ пирӗн шӑлсене ан имле! Вунӑ ҫул хушши колхозра конюх пулса ӗҫлерӗм. Дик Сэнда ҫакӑ кулянмаллипех кулянтарать. Халь ӗнтӗ вӑл хӑй чӗринчи шӑплӑх, мӗн ачаранпах пулнӑ шӑплӑх, ҫил ҫинче сӗвӗрӗлсе кайнӑ пекех, таҫта сирӗлсе кайнине туйнӑ. — Ҫиллентӗн-и эсӗ? Вӑл мана йӑпатасшӑн пулчӗ; эпӗ хам та капланса килнӗ кӑмӑла сирсе яма шутларӑм: ку куна эпир пит те янтравлӑ, пит те хӗрӳллӗн ирттертӗмӗр. Каҫхине вара похода тухса кайрӑмӑр. — Нимӗнле те мар, ӑссӑр тытатӑн, ҫав кӑна. — Хӑйӗн укҫипе ӗҫет, — унтан урисене тӑсса, кӑмака ҫинчен сиксе анчӗ те, алӑка шатлаттарса хупса, тухса кайрӗ. — Ну, пурпӗрех ӗнтӗ, — терӗ вӑл хӑйӗн темле уйрӑм сассипе. Тахҫан, революциччен, пӗр вырӑс миллионерӗ Мускав ҫывӑхӗнче ҫуллахи дворец лартма, ҫитменнине ӑна пуринчен те урӑхла тума шут тытнӑ. Хӑш-пӗр чухне ӑна пӑхӑнса итлесси йывӑр пек, чӑтмалла мар пек туйӑнать, анчах эп ун ирӗкӗнчен тухма пултараймастӑп. Утнӑ чух вӑл урисене хӑй суккӑр пулнӑ пекех вӑраххӑн ҫӗклесе пынӑ; юрласса вӑл виҫӗ сасӑпа юрланӑ:— «Святый боже», — тенине хулӑн, бас пекех сасӑпа,— «Святый крепкий», — тенине ҫӳллӗрех, тенор майлӑ сасӑпа,— «Святый бессмертный, помилуй нас!» — тенине вара ҫав тери янӑравлӑ, хӑлхана ҫурса ямалла сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ; арҫын ачасем мала чупса тухса, виҫӗ тӗслӗ сасӑллӑ куҫа курӑнман ҫӑварне пытарса тӑракан сухалӗ ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Хӑй ачине юратса хӗрхенни ашшӗ чӗринчи тарӑхӑва пусарчӗ. Граф пӗр-пӗр сӑмаха сиктерсе хӑварсан, е кӑшт кӑна арпаштарса каласан, вӑл ҫавӑнтах:— Апла мар! — тесе кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ. Эленпа Мэри Грант ҫул начарри пирки ӳпкелешсе калаҫмаҫҫӗ чарӑнми ҫӑвакан ҫумӑрсем вӗсене кунӗ-кунӗпе кубрикран кӑлармаҫҫӗ пулин те вӗсем ӳпкелешмеҫҫӗ. Пырӑп… Вара вӑл кунӗпех лара-тӑра пӗлмесӗр тӑрмашать, апат пӗҫерет, прокламацисем валли ҫутӑ кӑвак студень тата вӗсене ҫыпӑҫтармалли ҫилӗм пӗҫерет, ун патне темӗнле ҫынсем пыраҫҫӗ. Ҫав мӗлкесен юхӑмӗ, темшӗн ҫынсенчен те хӑрушӑрахскер, хӑвӑртах куҫран ҫухалчӗ, Яков вара фабрика хапхи патӗнче тунтикун час-часах пулакан ҫапӑҫу пуҫланса кайнине ӑнланса илчӗ, — праҫник хыҫҫӑн ялан тенӗ пекех ҫапӑҫнӑ, анчах ҫав тӗксӗм, ӳлекен мӗлкесен хӑрушла чуппи асра юлчӗ. Алексей Кремль ҫуммипе, шыв хӗрринчи пушӑ урам тӑрӑх утса тухрӗ, гранитран тунӑ сивӗрех парапет патне ларса, чул стена ҫуммипе юхакан шыв ҫине пӑхса канчӗ, унтан вӑраххӑн Хӗрлӗ площаделле хӑпарма тытӑнчӗ. Вӑл мӗскӗн амӑшӗ куҫҫульпе макӑрнӑшӑн чӗререн пӑшӑрханнӑ, уншӑн пӑшӑрханнипех вӑл шухӑша кайса пуҫне усса пынӑ. Илетӗн-и? — тесе ыйтрӗ. — Ҫук, — терӗ мексиканец, — manada. Маякин, ӗмӗрхи йӑлине пула, хӑйӗн философийӗпе ҫӗкленсе кайсах калаҫма пикеннӗ, анчах аяла пулнӑскере ҫапӑҫма вӗрентес ҫук иккенне аса илсе, вӑл часах чарӑнса ларнӑ. Марийка ура ҫине сиксе тӑчӗ те — кӗҫех пӗтӗм вӑрманӗпе илтӗнмелле ҫухӑрса яратӑп тесе, хӑраса чӗтресе, аяккалла вӗҫтерчӗ. Ҫав вӑтӑр туппа — е карапа мирлӗ сӑн парас шутпа кӑна таччӑн хупнӑ, е ҫил-тӑвӑл тухасса малтанах пӗлсе тӑнӑран, — люксем ҫумне кӗпҫисемпе тӗрентерсе сӑнчӑрсемпе кӑкарнӑ, виҫӗ хут ҫыхса ҫирӗплетнӗ. Чӗкеҫсем шиклӗн чӗвӗлтетнӗ сасса илтнӗ виҫӗ ача кӑпшанкӑ ҫинчен манса, пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ. Вӗсенчен пӗрисем хӑйсене врачсем тенӗ, теприсем, сӑпайлӑн, — студент-медиксем, виҫҫӗмӗшӗсем санитар-носильщиксем пулма килӗшнӗ, тӑваттӑмӗшӗсем пурӗ те врачсен тӑванӗсем кӑна пулнӑ, ҫавсем хушшинчен чӑн-чӑн врача тупса, ун ҫумне хамӑрӑн медицина сестрине лартсан тата ҫав кахалсен шавлӑ та, ытлашши шанма ҫук ушкӑнӗ ҫумне чӑн-чӑн врача ҫирӗплетсе парсан, тепӗр икӗ сехетрен Александра Ивановнӑн ҫӗр айӗнче питӗ лайӑх перевязочнӑй пункт пулса тӑнӑ, вӑл вара унта темиҫе кун хушши ҫапла пӗр кӑлтӑксӑр ӗҫлерӗ, пурне те хаваслантарса тӗлӗнтерчӗ. … Вӑл ман умра Грушницкипе ҫепӗҫ калаҫу пуҫарма хӑяймасть, ҫавӑнпа вӑл Грушницкий хӑтланчӑшӗнчен темиҫе хут та тӑрӑхласа кулкаларӗ, Грушницкий ун патне пырса тӑрсанах эпӗ йӑвашшӑн пӑхнӑ пек тӑватӑп та вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑваратӑп; малтан хӗр уншӑн хӗпӗртерӗ те, хӗпӗртенӗ пек кӑтартасшӑн кӑна пулчӗ-и вӑл, унтан хайхи мана ҫилленчӗ, каярахпа Грушницкие ҫилленсе ҫитрӗ. Масар ҫинчи пек темле тӑманасем кӑшкӑраҫҫӗ… Манӑн хамӑн шухӑш ҫакнашкал: ҫакӑнта киркӑпа кӗреҫе илсе килнӗ ҫынсем пире курчӗҫ пулсан, вӗсем эпир шуйттансем е усалсем, е тата мӗн те пулин ҫавӑн йышшискерсем тесе шутларӗҫ пулӗ. Ҫын калама пуҫласанах нумайӑшӗсем ирӗксӗрех портрет ҫинелле пӑха-пӑха илчӗҫ, анчах унӑн калавӗ интереслӗрех пула пуҫласан пурте калавҫӑ ҫине тинкерчӗҫ. — Итле-ха, Гокинс, — терӗ вӑл, — ҫак истори маншӑн питӗ начарпа пӗтме пултарать. Сержант кӗсьинчен хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларчӗ те, Пӑван тӗлне пӗшкӗнсе, унӑн аллисене туртса ҫыхнӑ чӗнсене касма пуҫларӗ. — Пирӗн ҫинчен ҫапла калама пулать: «Пур хапхаран пухӑннӑ халӑх». Эсир кӑна чӑнласах калама пултарайман, — Базаров хускалмасӑрах ларчӗ. — Ҫапла ҫав, астӑватӑп. Вӗсем пиншер, ҫӗршер пин ҫыннӑн пурнӑҫне пӗтернӗ, (халь те пӗтереҫҫӗ-ха), манӑн пурнӑҫа та пӗтерчӗҫ, эпӗ вара сӑлтава следствипе ҫыхӑнтарма пултараймастӑп. Тӗслӗх — ракета. Анчах ун пек нихӑҫан та пулмасть ҫав. — Ӑнланмалла, — терӗ Гленарван. — Анчах Австралине «континент» тени мая килет-ши, вӑл утрав кӑна вӗт? Документсене вӑл хӑйпе ахальтен илмен, вӗсене адмиралтействӑра ларакан лордсене кӑтартса, часрах Грант капитана шырама судно ярасшӑн илнӗ. — Ну, авлантар, авлантар, эппин, апла пулсан. Ҫавӑнтах тата хохол Наташӑн упӑшки пулнӑ пек, ывӑлӗ Сашенькӑна качча илнӗ пек те пулса тӑчӗ. Пурте вӗсем офицерсемпе матроссем пулнӑ, анчах экипаж сахал пулни те, инҫе ҫул та паттӑр Колумб адмирала хӑратман. — А эпӗ ӑна, старике, палламан та, — тет пӗр салтак, вилесене пухма тухнӑскер, вилене хулпуҫҫийӗнчен ярса тытса. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа Остап кичем кӗнекене алла тытса ҫав тери тӑрӑшса вӗренме тытӑннӑ, часах вара вӗренӳре малта пыракансемпе танлашнӑ. Ҫавӑн пек анса каймассерен пассажирсене ниҫта кайса кӗмелле мар силлентерет. Тӑвӑр кубрикра вӗсене питех те кансӗр. Геометри — клетка, акӑ мӗн! — Ҫук, ун пек пӗчӗккӗ чухне ҫеҫ калаттӑм эпӗ… Эсӗ пар-ха мана ҫав запискӑсене, э? Йӗкехӳресемпе шӑшисем кӗресрен эпӗ алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрмелле тума йӑлӑнтӑм. Профессорсем унта темӗн чухлех. — Ҫапла сеньорсем. Эпӗ вӗт Валькӑна каласа хӑвартӑм, юрать, ӑна шута илмеҫҫӗ, тейӗпӗр. Киле йӑтса таврӑнаҫҫӗ — манӑн ӳт-тир пӗтӗмпех пиҫсе хӑмпӑланса каять. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, кӑнтӑрлахи шӑрӑх самантсенче ҫынсем те ҫӳреме пӑрахсан, пӗр вӗҫӗмсӗр те ним сас-чӗвсӗр шӑвакан пурнӑҫ вӑйне кӑна палӑртса, ҫутҫанталӑкра яланхи пек мар шӑплӑх пуҫлансан, суккӑр ачан пичӗ ҫинче уйрӑмах расна йӗрсем палӑратчӗҫ. Судья каллех ҫыруне вулама тытӑнчӗ. Йӗри-тавра пухӑннӑ хурлӑхлӑ хӗрарӑмсем, ӑна янахӗнчен тыткаласа пӑхса тӑчӗҫ. Сасартӑк ӑна ярса илчӗ те чӗлӗхӗсем ҫине пусма пуҫларӗ. Питех те нумай килмелле паян Ковако поручикран: ун желонерӗсене пӑхса, полкри вунултӑ рота пӗтӗмпех ҫип ҫакнӑ пек тӳп-тӳррӗн те пӗр кӑлтӑксӑррӑн тӑрса шӑрҫаланмалла. Акӑ вӑл мана хӑй хыҫҫӑн туртать, сӗтӗрет, анчах мӗн тӑвӑн-ха? — Вӑл, тӑванӑм, тӗрӗс! Калӑпсӑр пысӑк ку полковник, пуринчен ҫӳллӗ те мантӑр, хаклӑ йышши шалпар сӑхманӗ ӑна аран-аран витсе тӑрать. Кабинетра выртатӑп, тарӑхатӑп. Сасартӑк палланӑ ура сассисем. Манӑн пуҫа хӑрушӑ та киревсӗр шухӑш пырса кӗрет: «Урия арӑмӗ пек, вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхне пытарасшӑн ӗнтӗ, ҫавӑнпа ҫакӑн пек тӗлсӗр вӑхӑтра ман пата килет… Ӗҫлекенсем пурӑнакан квартал вӑранчӗ, пур ҫӗрте те алӑксем уҫӑлаҫҫӗ те хупӑнаҫҫӗ, уҫӑлаҫҫӗ те хупӑнаҫҫӗ, Джонни ӗҫе васкакан рабочисемпе часах хутшӑнса кайрӗ. Сӗтел ҫине совхоз территорийӗн планне сарса хунӑ. Час-часах эпӗ, ача-пӑчасемпе урамсем тӑрӑх ӗҫсӗр ҫӳрес вырӑнне, хаваслансах ҫав графитсем, антрацитсем, лигнитсем, ҫӗркӑмрӑкӗсем тата торфсем ҫинчен тусансене шӑлса тасататӑп. Кукамай ним чӗнмесӗр пуҫне усрӗ. Фома ҫак ҫын ҫине сиввӗн пӑхса:— Ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ, вӑл тарлать… — Хӑрушлӑхӗ, паллах, халь пур-ха. Карчӑк патне курма килсенех, ырӑ канаш панӑшӑн, сан сӗтел ҫине ҫур литр шартлаттарса лартнӑ пулӑттӑм! — Вӗсем пире хамӑрпа кирлӗ хатӗрсем тиесе ҫӳреме, ҫырмасем урлӑ каҫма, стенасене штурмлама чӑрмантарасшӑн. Пурӑнсан та вилсен те — пӗрлех пулар!.. Вӑл 1815 ҫулхи договор тӑрӑх ӗмӗрлӗхех Англи аллине куҫнӑ питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑракан колонин столици пулса тӑрать. — Мӗн ӗҫпе? — Моцарта юрататӑп. — Эпӗ ача-ха, ухмах… Профессор чирлисене пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, Василий Васильевичӑн кӑмӑлӗ паян лайӑх пулнипе усӑ курса, вӑл унран хӑвӑртрах сывалас тесен мӗн тума кирли ҫинчен ыйтса минретрӗ. Эпӗ санран ытларах пӗлетӗп. «Св. Мария», — малалла вуларӑм эпӗ, — Карск тинӗсӗнчех шӑнса ларнӑ. — О, санӑн тата тепӗр темиҫе хӗл каҫма лекет! — тенӗ ашшӗ. Хӑйӗн сӑмахӗсем Пӑвана ӳкӗтлесе итлеттерме пултарас ҫуккине курса, Джемма юлашки сӑлтавпа усӑ курма шутларӗ. Пролетариат вӑл — капиталистсем эксплуатацилекен клас. «Пӑх-ха эс ӑна!» — терӗ те амӑшӗ хӑй ӑшӗнче, унӑн хохола мӗнле те пулин ачаш сӑмах каласси килчӗ. Аялта ҫак пӳлӗм ҫийӗнче иккӗмӗш хутӑн ҫаврашка пӳлӗмӗ пур, унта кукӑр-макӑр та тӑвӑр пусма картлашкисем тӑрӑх ҫеҫ хӑпарма пулать. Ҫав каҫах вӑл Стаховсем патне кайрӗ. — Пӗлместӗп. Ҫакна ҫӗр чӗтреннипе пулать темелле мар; ӑна пысӑк давлени айӗнче тӑракан пар хуранӗн стенисем чӗтренипе танлаштарма пулать. Анчах тепӗр икӗ кун ыйхӑсӑр тенӗ пекех иртрӗ, аппарат ӑшӗнче ӗҫлемелли тупӑнсах пырать, пушӑ минтерсенче, ытти вак-тӗвек… Ыран ҫак вӑхӑтрах килместӗн-и?» — Ан тив, вӑл тӗрӗсрех калатӑр, — терӗ Джон Мангльс. — Мӗнле вара апла пулсассӑн, сэр, эсир манӑн помощнике пилӗк кунтан мар, тепӗр вунпилӗк кунтан приказ паратӑр-и? Ну, куна вара эпӗ чӑтаймарӑм! Ку темле сасартӑк, сиссе те юлмалла мар пулчӗ. Мануэль сержант ытла та ҫӗкленсе кайса калаҫнине пула ҫулҫӳревҫӗсем унпа вӑрҫӑ ӗҫӗ мӗнтен ытлашши палӑрса тӑни ҫинчен те, ҫавӑн пекех унӑн салтакӗсем хатӗрлекен ҫемьин аван пуласлӑхӗ ҫинчен те тавлашма пултараймарӗҫ. Ҫакна ӗненсе тӑрӑр; хам сӑмса историне эпӗ йӑлтах пӗлетӗп тата вӑл ҫухалнишӗн урӑх никам та мар, эсир ҫеҫ айӑплине те пӗлетӗп. — Эпӗ хатӗр, — терӗ Пӑван. Панкратовсем Павела кӑнтӑрлахи апата кӗтсе илеймерӗҫ, каҫ пулсан та тавӑрӑнмарӗ вӑл. Ӑна телескоппа пӑхса ларакан астроном мар, сӗтел хушшинче перопа ҫырса ларакан, хӑйӗн ӗҫӗ вӑхӑтӗнче тӳпенелле ҫаврӑнса та пӑхман ҫын математик тупнӑ. Пӑван сиксе тӑчӗ те, пӗр утӑм пусса, ҫутӑ ҫӗре тухрӗ. Ҫакна йӑлтах вӑл сӑмах хушмасӑр, темле кулӑшла, васкамасӑр, кӑшт уҫӑлса тӑракан тутипе чеен кулкаласа турӗ. Асту, шӑнса пӑсӑлӑн! Апат питӗ вӑраха пычӗ; Эпӗ Дингӑна ачашлатӑп. — Тӑк ҫӑва! — кӑшкӑрчӗ Дик. Капитана итлемесӗр Воропаев, сулахай аллипе костыль ҫине тӗренсе, сылтӑммипе карлӑкран тытса, мостик ҫинчен асӑрханса ҫеҫ анма тытӑнчӗ. Массонго — ҫынҫиен йӑхӑн патши иккен. Пачах урӑхла, ун ҫине пӑхса хӑвӑн тертӳсем ҫинчен те манса кайма пулать. — Ачам, эсӗ малтан, килсе кӗрсенех, «Сара» ятлӑ тенӗччӗ мар-и? — терӗ вӑл сасартӑк. — Ӗҫӗр, тетӗп, улпут ӗҫӗ, — шӑлсӑр тутисене сиктерсе, каларӗ вӑл тепӗр хут,«Ҫук, вӑл мана ӑнланмарӗ иккен», — шухӑшласа илтем эпӗ, вара киле ҫитичченех унпа тек калаҫмарӑм. Половцев йӗнерне илчӗ. Ӗҫ мар ҫав ӗнтӗ, спектакль. Дубровский вӗсем патне пычӗ. Сӑрӑ пакша тата тепер пысӑкрах йышши кайӑк, тилӗ йӑх таврашӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри хӑвӑрт чупса иртрӗҫ. — Эпир ылтӑн кӑларакан районсене ҫывхарса пыратпӑр, — терӗ вӑл. — Тепӗр икӗ кунтан эпир ылтӑнран пуянран та пуян Александр тӑвӗсем патӗнче пулатпӑр. Ун куҫне хупланӑ тӗттӗмлӗх халӗ ӗнтӗ хытӑ шавласа, ун ҫумӗнчен пайӑн-пайӑн уйрӑлса кайнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл часах вӑранчӗ, надзиратель аллине каллех сирсе ячӗ те хӑвӑрт хӑпарса коридор тӑрӑх пысӑк утӑмсемпе утса кайрӗ. — Сыхланӑр, каҫчен вӑл пуҫ витӗр те тухӗ-ха, — терӗ салтаксенчен пӗри. Эсӗ: пӗр пӳрне мӗн тума кирлӗ сана, тетӗн… Пӗчӗк ушкӑна Атлантика океанӗ хӗррине илсе ҫитерме пултаракан юханшыва тупмалла, ҫакӑн пек шыв аякра маррине Дик чунӗпе туйса тӑчӗ. Ҫичӗ ҫул ҫапӑҫрӑм, кирек кама та шуйттанла йӑлӑхтарать. Аптрамалла мар! Каҫ пулсанах вара, такӑшӗ, е пӳрт тӑрринче шӑкӑртаттарса ҫӳреме тытӑнатчӗ, тет, е тата чӗрнисемпе стенана чӑрмалатчӗ, тет. — Праҫвир салатса паман-и-ха? — ыйтрӗ вӑл. Манӑн ҫӳҫ-пуҫ чӑшӑлах вирелле тӑчӗ, ҫӗлӗк ҫӗкленет. Кала, Мендель. Колхоз председателӗн арӑмӗ Лукерья Бояркина хӑй ачипе ҫитсе ларнӑ, бомбӑсем пӑрахнӑ чух пӗтнӗ хӗрачишӗн пит хытӑ макӑрнӑ Ульяна Шутяева та, ҫамрӑк салтак арӑмӗ Паня Горюнова та кунтах-мӗн, тата ял хӗрринче, кӑнтӑр енче пурӑнакан хӑш-пӗр хӗрарӑмсем те кунта пухӑннӑ. Айртон, хирӗҫ тавӑриччен малтан, пӑртак шухӑшласа тӑчӗ, вара калаҫас килмен ҫӗртен каларӗ: — Эпӗ хамӑн сӑмах пирки ҫине тӑмастӑп. Ливингстон доктор ҫинчен илнӗ хыпар Пӗччен юлсан, Уэлдон миссис: «Ҫыру илме Негоро ку эрнере килмест-ха», — тесе шухӑшласа илчӗ. — Вӑл-и? Сӑн-пичӗ унӑн тӗксӗм, ҫӳхеччӗ, ҫӳҫӗсем кӑтра та цыган ҫӳҫӗ пек хура, кӑвакрах тутисем хушшинчен кашкӑрла шӑлӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ. Вӑл урисене чармакласа тӑнӑ та, вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗм туртать, хӗвел ҫуттипе куҫӗсене хӗсет. Ӗҫтерсем, — хушса хучӗ вӑл. Вӗсенчен пӗри мекӗрленсе ҫинҫе каштапа тӗнӗле ҫӗклесе тӑрать, тепри кустӑрма ҫинелле пӗшкӗнчӗ те тӗнӗлпе кӳпчек ӑшне сӗрет, — тикӗчӗ пӗртте сая ан кайтӑр тесе, кӳпчекӗн аял енне те сӗрсе илчӗ. Почтӑн халтан кайнӑ тӗрлӗ тӗслӗ лашисем решетке ҫумӗнче тӑраҫҫӗ, хӳрисемпе шӑнасене хӑвалаҫҫӗ. Ика-на-Маорин варринче вулкансем нумай пулни ҫинчен вӗсем ахалех аван пӗлеҫҫӗ. Пуҫларӑмӑр ҫӗре хирме — катмакпа та, кӗреҫепе те. Тӑпра муклашкисем ыткӑнса кӑна тӑраҫҫӗ. — Мулкач тир тӑлӑпӗ вӗр-ҫӗнӗпе пӗрех! Темиҫе карчӑк чуман лашисене хистесе хӑйсен япалисене сыхласа хӑварасшӑн вӗсем хыҫҫӑн кайнӑ. Эсӗ пулас ҫӗнтерӗвӗн юлашки шанчӑкне турӑран туртса илетӗн. Чилири Вальпараисо портне тавар пушатма кӗмелле пирки, чӑн та, ҫул ҫинче вӑхӑт ытларах иртӗ. Казаксем мана председателе ухмах пуҫпа суйларӗҫ. — Эпӗ халех ӑна сире кӑтартма пултаратӑп. Ӗнтӗ хӗвел, арба ҫине сулхӑнне ӳкерекен груша йывӑҫҫи тӗлӗнчен иртсе, Устенька ҫыхса лартнӑ туратсем витӗрех, арба айӗнче ҫывӑракан хӗрсен пит-куҫӗсене чалӑш пайӑркисемпе ҫунтарма пуҫларӗ. Ун ҫинче халлӗхе этем пулман-ха, вӑл совет ученӑйӗсемпе рабочисем тунӑ машинӑсем хушнипе вӗҫнӗ. Деннин кулакан пичӗсем унӑн патнех ҫывхарнӑ. Эпӗ ямшӑка кӑтартнӑ еннелле уттарма хушрӑм. Тӗрӗс вӗт, Lise? — Ҫырлахах, батюшка Петр Андреич! — хирӗҫме пуҫларӗ Савельич. Николай Антоныч та кулатчӗ те шуралатчӗ, унӑн тӗлӗнмелле енӗ пур — кулнӑ хыҫҫӑн шураласси. Пӗр уйӑх иртнӗ. Тӑпра типӗ, ҫуркаланчӑк. Вӑл вӑхӑтра пирӗн Ливорнӑра нимӗншӗн те савӑнмалли пулман, анчах Риварес пирӗн пӳлӗме кӗрсен эпир кулмасӑр ниепле те чӑтса тӑраймастӑмӑрччӗ, — ҫав тери кулӑшла каласа кӑтартатчӗ вӑл! — Сывӑ-ха, — тавӑрчӗ вӑл хуллен те янӑравлӑ сасӑпа, унтан, хӑй ҫине пӑхса, ӑшшӑн кулса ларакан Аркадий ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ те ерипен тухса кайрӗ. Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗсенчен тытса пычӗҫ; каннӑ хыҫҫӑн Алексей урисемпе ҫирӗппӗн пусса утса пычӗ, ҫавӑнпа та хӗр хушшӑн-хушшӑн: манӑн тусӑн урисем ҫук, тесе, Гриша юри каламан-ши, шӳт туман-ши? — тесе шухӑшларӗ, Анюта Алексея хӑй ытти медичкӑсемпе пӗрле эвакуационнӑй госпитальте аманнисене суранӗсем тӑрӑх суйласа уйӑрас тӗлӗшпе ӗҫлени ҫинчен, хальхи вӑхӑтра аманнисем кулленех темиҫешер эшелон килсе тӑнӑ пирки хӑйсене ӗҫлеме мӗн тери йывӑрри ҫинчен тӗрӗссипе каласан — аманнисем пурте ҫав тери лайӑх ҫынсем пулни, вӗсем хӑйсен асапӗсене паттӑррӑн тӳссе ирттерни ҫинчен каласа пачӗ. Мӗншӗн тесен Эпӗ пулмастӑп… Ҫакӑнта кӗрес умӗн эпӗ ҫӳлелле пӑхрӑм та вӑрӑм труба витӗр Исланди пӗлӗтне: «мана урӑх курма пӳрмен пӗлӗте» юлашки хут курса юлтӑм. Тӳррипе калатӑп, ҫак самантра, инҫетри тундрӑра, тӗксӗм кӗтесре, ненецсен чумӗнче, вӑл маншӑн хамшӑн та пӗр самантлӑха, ҫунса шавласа тӑракан, чӗрӗ япала пек, тӗлӗнтермӗш япала пек туйӑнса кайрӗ! Эсӗ пӗрремӗш хут килсен эпӗ ҫапларах шухӑшларӑм: «Эпӗ ӑна ачалӑхра курнӑ, ку — тӑван улӑп. Хуҫа-ши вӑл? Ку ӗнтӗ географсен тавҫӑрулӑхӗ мӑнӑрах пулнине тата чи тивӗҫлӗ ятсен словарӗ чухӑнни ҫинчен ҫеҫ кӑтартса парать. — Отлично, — терӗ доктор, пациентсене пӑхса тухса. Унтан вӑл вӗсене тӗрлӗрен медицинӑллӑ канашсем пачӗ. Вӗсем унӑн сӑмахӗсене, юн ӗҫекен вӑрӑ-хурахсем пек мар, ырӑ ӗҫе вӗрентекен шкулри питомецсем пек ҫав тери йӑвашшӑн итлерӗҫ. — Паянлӑха ҫитет. Савельич ахлатса илчӗ, унӑн пичӗ ҫинче савӑнӑҫ вылянса кайрӗ. — Ӑна кӗчӗ! ӑна кӗчӗ! — терӗ вӑл темиҫе хутчен. — Ҫавӑ ҫав. Мӑнӑн пуҫӑмра ҫавӑн пек ыйтусем кӗшӗлтетсе тӑраҫҫӗ. Вара эпӗ хам паҫӑр ҫырса хунӑ ӑнланмалла мар сӑмахсем ӳкернӗ хута алла илтӗм. Роберт рейӗн вӗҫӗнчех урисене сывлӑшра вылянтарса ларать. Ҫырас-и?.. Шӑпах ҫак вӑхӑтра ман паталла пӗр пӗчӗк кимӗ килни курӑнчӗ, ун ҫинче пӑшалсем тытнӑ икӗ ҫын ларать; вӗсем чарӑнчӗҫ, эпӗ те чарӑнтӑм. Хӗр йӑвашшӑн кӑшкӑрса ярать те питне ывҫисемпе, кӑкӑрне чавсисемпе хуплать, хӑлхисемпе мӑйӗ пурпур тӗслӗ пуличченех хӗрелсе каяҫҫӗ унӑн. Ӳсӗр пек. Ҫут тӗнче аслӑ вӑл, хамӑр пеккисем те, курӑн акӑ, пӗр ҫӗр ҫын кӑна мар тупӑнӗҫ. Вӑл яланах ҫапла сӳпӗлтетет. Чӑн-чӑн «хорасан» хурҫинчен пулӗ-ха? Фома ҫак хӗрарӑм ачашлӑвӗсене аса илнӗ те:— Мӗнле-ха вӑл ытла та ҫавӑн пек? — Чӑнах та, пичче, сирӗн кирек мӗнле ыйтӑва хирӗҫ те сӑмах тупӑнать. Анчах ҫапах та Зеб Стумп мӗн калама е тума пултарать-ха? Николай Антоныч профессор-ҫке, Ромашка унӑн ассистенчӗ. Сирӗн миҫе сехетре ирхи апат тӑваҫҫӗ? — Апла пулсан, сан катемписене хӗрхенетӗп, — терӗ вӑл: — эппин сывӑ пултӑр ӗмӗр-ӗмӗре пыракан таса искусство! Унтан вунӑ ҫухрӑм леререх пулать. Унӑн чунӗнче шавлакан хумсем евӗр тем тӗрлӗ туйӑмсем те ҫӗкленеҫҫӗ. Тата тепӗр минут иртрӗ, учитель класс еннелле ҫаврӑнчӗ. Джемма ӑна, эпӗ ху пӗлекен ӗҫ пирки хумханатӑп, ман санпа халех тӗл пулса калаҫас килет, тесе ҫырнӑ. Апла-тӑк, мӗн те пулин пурах? Посредниксем ҫав операцие пит аван туса ирттернӗ тесе йышӑнчӗҫ. Кӗҫӗр каҫхине, паллах ӗнтӗ, ӑна савӑнӑҫ кӗтет, пытарнӑ укҫана шыраса тупасси ытла шанчӑклах мар пулсан та, савӑнса ҫӳресси пулатех. Ытти арҫын ачасем пекех, Том та хӑйне мӗн хытӑрах илӗртни хыҫҫӑн кайма шут тытрӗ, — вӑхӑтлӑха вӑл укҫа арчи ҫинчен те йӑлтах манса кайрӗ. Лешӗ пӗр ҫекунд та пулин чӑмламасӑр чарӑнса тӑмасть. Анчах, пӗрмай калаҫса чӑмланӑ май, вӑл пӗр уйрӑм япалана, Джон Мангльс Мэри Грант ҫине ӑшшӑн пӑхкаланисене асӑрхаймарӗ. Куратӑн-и, мӗнле ҫупаҫҫӗ? Пӑлхав, ах, турӑҫӑм! — Эпӗ мӗн вӗт… — терӗ те Берсенев чарӑнчӗ. Унӑн пуҫне симӗс ҫулҫӑсенчен тунӑ пуҫкӑшӑлӗ тӑхӑнтарнӑ, ҫулҫисем ҫине капӑр плюмаж чиксе лартнӑ. — Вӑл чӑн-чӑн этем пулнӑ, майор, большевик пулнӑ! Санина та вӑл хӑй патне ҫывхарма мар… ҫук, ҫук! — пӳлӗмре юлма ирӗк пачӗ, (паҫӑр вӑл ӑна тухса кайма хушнӑччӗ) тата Санин калаҫнӑ чух ун сӑмахне пӳлмерӗ. Хорь Калиныча юратать, ӑна пулӑшу парать; Унтан ӑна Тарасӑн лӑпкӑ тимлӗхлӗ пичӗ аса килнӗ, Тараспа ҫуммӑн тетӗшӗ патнелле пӗтӗм кӑмӑлпа туртӑнса ӑвӑнакан Любовь кӗлетки тӑнӑ. Ылтӑн шӑллӑ тухтӑр, аллисене кӗсйисене чиксе, ӑшӑ кӑмака ҫумне тайӑнса тӑрса, мӑкӑртатнӑ: — Тен, вӗсем те пире. Анчах капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсемпе пӗрлех эпир ӗҫ хучӗсене те тупрӑмӑр. Мӗскерех пур вара унра? Сан аҫу та ҫарта-и? Ваҫили Андрейч улпут патне кайма васканӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав усламлӑ япалана хулари хуҫасем илесрен хӑранӑ. Пӗр хӗрлӗ кушак ҫури ҫеҫ тумтир ҫакмалли ҫӗртен сиксе тухрӗ те ман ҫине хӑраса пӑхса илчӗ, унтан тарса пытанчӗ. Ҫамрӑк капитан каннӑ чухне штурвал умӗнче Том е ун ывӑлӗ Бат тӑчӗ. Дик пулӑшнипе вӗсем майӗпен аван рулевойсемех пула пуҫларӗҫ. Шурочка тӳп-тӳррӗн ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ, Ромашов — аял енӗпе, ҫаврӑнӑҫлӑн, ҫырма хӗррипелен. Унӑн сӑмахӗсенче те, сӑн-сӑпачӗпе куҫӗнче те эпӗ малтанхи хут хама хӑратса пӑрахнӑ хаярлӑхпа тӑшманла сивӗ курайманлӑха куртӑм. Анчах пирӗн, мексиканецсен, апла мар. — Йӳҫӗ! — ҫирӗммӗш хут кӑшкӑраҫҫӗ шӑлӗсене йӗрнӗ хӗрлӗ ҫӑмламас сӑнсем. Хӗрарӑм ӑна итлемесӗр хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Мӗншӗн вилӗмрен ҫӑлса хӑвартӑр эсир мана? — Унталла та, кунталла та никама ирттерме юрамасть! — хушса хӑварчӗ те Шериф-ага, хӑй ыттисемпе пӗрле мӑнастир картишне кӗрсе кайрӗ. Обоз тӳрӗ ҫулпала кайманнине, ҫунӑк тӗмесем хушшинче сӑртсемпе ҫуннӑ варсем тӑрӑх кӑна ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренине вӗсем курчӗҫ. — Эпӗ кӑшт кӑна туртрӑм вӗт, — тӳрре тухма тӑрӑшрӗ Геркулес. Ҫаксене курса тӑрса Оленин калама ҫук савӑнчӗ. — Мӗнле, Оленин, эсир паҫӑрах тӑнӑ-и вара? — терӗ Белецкий, кавказ офицерӗн сюртукне тӑхӑннӑскер, картишне кӗрсе Оленинпа калаҫма тытӑнса. Арӑм мӗн иккенне вӑл ытла та лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та унӑн еркӗн хӗрарӑм мӗнрен те пулин, хӑш енчен те пулин хӑйӗн арӑмӗнчен, куллен ҫине тӑрсах ачашлакан хӗрарӑмран лайӑхрах пулать, тесе шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та пулман. Ҫакӑн хыҫҫӑнах вӑл ман тетраде илчӗ те, сӑввӑн кашни йӗркине, кашни сӑмахне ним вырӑнне хумасӑр тиркесе тухса, манран хыттӑн мӑшкӑлласа кулма тытӑнчӗ. Юрататӑп, ӳкӗте кӗменскер. Мӗншӗн тухса кайрӑн ҫавӑн чухне? Хӑвӑрт! Ӑна пӗрре ҫеҫ мар вырӑнти халӑх килсе ҫаратнӑ, 1819 ҫулхи пушар ӑна ҫурри пӗтернӗ, пушӑ хула ӑҫта килнӗ унта ишӗлсе выртать, стенисене вут ҫулӑмӗ ҫуласа хуратнӑ, халӗ пурӑнакансем те унта аран-аран сакӑр пине ҫитеҫҫӗ. Талькагуано та пулин унран иртсе кайнӑ. Вӑхӑт иртсе пынӑ, анчах мӗскӗн Дубровскийӗн сывлӑхӗ самайланман. Эпӗ пурӗ те юн вӗрме-сурма кана пӗлетӗп-ши-мӗн? Кирлӗ-и, эпӗ сире пӗр кун хушшинче мӗнпур шӑшипе таракана хаттӑран хуса кӑларса паратӑп? Кирлӗ-и, эпӗ сирӗн мӗнпур тухтӑрӑр чӗртме пултӑрайман ҫав тери вӗрӗлнӗ ҫынна ахаль шывпах икӗ кунра сыватса тӑрататӑп? Кӑштах ывӑнтӑм эпӗ. Ку пурне те паллӑ. — Эпӗ каятӑп. Фигура кӗрсен, ачасем икӗ алӑкне те хупса хучӗҫ. Эпир калаҫура тӗкӗнекен тӗрлӗ хӗлӗхсем ҫавнашкал килӗшӳллӗ янӑрани ӗнтӗ пире хаваслантарать те. — Ҫапла ҫав, ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух, ялан ҫапла — вилнӗпе пӗрех, нимӗнрен те хӑрамасть, — тенӗ юнкер, — хушамачӗ ун Лисинковский. — Эсӗ тараватрах пул, калаҫарах пар… — ҫурма сасӑпа каланӑ Маякин, унӑн патнелле пырса. Пӳртре чухне ача, хӑй тавралӑхӗнчи пушӑ вырӑнсене туйса, ирӗккӗнех ҫӳреме хӑнӑхнӑ. Вӑл ӗнтӗ штурвал умне тӑрасшӑн пулчӗ, юлташӗсене чӗнсе ҫиле майлӑ парӑссем лартасшӑнччӗ, анчах Уэлдон миссис ӑна чи малтан «Пилигрим» хӑш вырӑнта иккенне палӑртмаллине аса илтерчӗ. Ҫӗрле, урампа пынӑ чух, вӑл такам хӳми хыҫӗнче, пахчара, нарциссен питӗ техӗмлӗ те хӗрӳ шӑршине уйӑрса илчӗ. Вара, кӑштах шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл та хушса хучӗ: — Хӗрарӑмсемшӗн ҫунакан сӗтӗрӗнчӗк! Кивӗ ҫыруллӑ авалхи документ ман асӑмран ҫаплах тумасть. Ун хыҫҫӑн вӑл Санинран «Фрейшюца» пӗлнипе пӗлменни, Вебера юратнипе юратманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Унтан, хӑй итальянка пулсан та, ҫакӑн пек музыкӑна пуринчен те ытларах юратни ҫинчен хушса хучӗ. Тен эсир доктор, колледжран вӗренсе тухнӑ доктор кунсерен хамӑр пата килсе тӑнине нимӗн вырӑнне те хумастӑр пулӗ? Санӑн тӑрри шӑтӑк пуҫна, Джон, халӗ доктор кирлӗ мар-им? Эсӗ, Джордж Мерри, кашни ултӑ сехетре пӗрре сив чир силлекенскер, куҫусем лимон пек сарӑхса кайнӑскер, доктор патӗнче сываласшӑн-мар-им? Нагульнов, ӗҫсем епле тӑни ҫинчен каласа панӑ май, Гремячири пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑх ҫинчен сӑмах тапратрӗ. Пирӗн кимме курса, ҫырана ҫирӗм ҫынна яхӑн чупса анчӗ. «Джентльмен, сирӗнтен хӑшӗ те пулин Питер Уилкс мистер ӑҫта пурӑннине кӑтартса яма пултараймасть-и?» — тесе ыйтрӗ вӗсенчен король. Пурте пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ: «Каларӑм мар-и эпӗ сире?» тенӗ пекех. — Еплерех… мӗнле калас… паттӑр, ҫӳллӗ… ну, вӑйлӑ…, ак ҫакӑн пек янахлӑ, чӗлӗмпе, епле пулсан та чӗлӗмпе… Чура сутуҫи те тыткӑнрисене хӑйӗн факторийӗнчен кӑларса яман пулӗччӗ. Тимӗрҫӗ лашана таканласа пӗтериччен нумай вӑхӑт иртмерӗ, вара вӑл ӗҫленӗшӗн укҫа илчӗ те кайрӗ, килнӗренпе тӑватӑ сӑмахран та ытла каламарӗ. Типӗ апат пыр шӑтӑкне ыраттарать, анчах ним тума та ҫук. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫисе тӑранчӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ. Алӑкран шаккани илтӗнчӗ. (Зверков господин ӳсӗрсе илчӗ.) — Вӑл мӗн шухӑшлать? — ыйтрӗ контрабандист пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫне, аллисене чӗркуҫҫи ҫине хурса, курман куҫӗсемпе хӑй умне пӑхса пӗчченех ларакан Джемма еннелле кӑтартса. — Ах, епле намӑс, ах! — пӑшӑлтатрӗ Полина, поручике чавсинчен тытса. Вӑл ура ҫине тӑрас тесе хускалчӗ. Ҫав самантра хӑй ҫывӑхӗнчех, такам ури айӗнче, юр кӑчӑртатнине тата такам шавлӑн та хӑрӑлтатса сывланине илтрӗ. — Нимӗн те ӑнланмастӑп. «Куратӑн-и, Прохоров», — тенӗ бригадир Адриана, мӗн пур ырӑ компани ячӗпе, — эсӗ чӗннипе эпӗр пурте тӑрса килтӗмӗр; хал ҫуккисем анчах, ҫӗр-се тусса пӗтнисем, е ӳчӗ ҫӗрсе пӗтсе шӑммисем ҫеҫ юлнисем килеймерӗҫ, анчах кусенчен те пӗри чӑтса тӑма пултараймарӗ — ҫав тери килесшӗн пулчӗ вӑл сан патна», — тенӗ. Верейский князь хӗр ҫураҫни ҫинчен кӳршисем хушшинче те хыпар ҫӳренӗ ӗнтӗ. — Ҫапла… ҫапла… анчах вӑл пирӗшти те. Кунтан ытла, вӗсем сирӗн чӑн сӑмахӑра та нихӑҫан ӗненес ҫук, — терӗ вӑл. — Тархасшӑн, чӑрманса-туса ан тӑрӑр, — тенӗ Любовь. Ну, Санин (вӑл ӑна пуҫласа хушамачӗпе чӗнчӗ) — малалла, юртӑпа! Манах, хӗресне ҫӗклесе, юррине тӑсса ячӗ: — Святый бо-о… Калама пултаратӑп сире: фронт линийӗ урлӑ каҫса кайма халь йывӑрах мар, анчах ун патне ҫитме май ҫук. — Тӗнче вӗҫне ҫитиех! Ҫавна тунӑ чухне вӑл хӑйӗн вӑйне хӗрхенмен, мӗншӗн тесен вӑл койотсем каллех килессе пӗлсе тӑнӑ. Тапранма ыйтатӑп!.. — тесе хучӗ. Ман хаяр пичченӗн пуҫне килсе кӗнӗ ҫав шухӑша ӗҫе кӗртме кансӗрлесе чарса лартасси халӗ хам ирӗкӗмре эпӗ ӑна хам тӑвас тенӗ пек тӑватӑпах. Хальхинче Ольбинет апата калама ҫук лайӑх хатӗрлерӗ. «Капла чикеленсе кайма та пулать» — шиклӗн шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи, ҫырманалла пӑрӑнса. Юлашкинчен эпир якоре ҫӗклерӗмӗр те, ҫурҫӗр бухтинчен тухрӑмӑр. Вӑл ҫуран утнӑ. — Халь — тӑна кӗчӗ ӗнтӗ; эпӗ ӑна шыв сапса тӑна кӗртрӗм. «Ман вара ун чухне кӑткӑ тӗми ҫинчи пек пурӑнмалла пулать, — шухӑшларӗ вӑл. Ку, ку, виҫӗ ҫул хыҫҫӑн, сахалтарах; сахалтарах, Евгений! Аякра унчченхи пекех тискер кайӑксем хартлатни илтӗнет. Ҫиҫӗмсем темиҫе тӗслӗ кукӑрӑлса пӗтеҫҫӗ. Юлашкинчен тӗксӗм те хӗрлӗрех уйӑх шуса тухрӗ. Ҫак кукӑр-макӑр ҫавӑрӑнакан урлӑ-пирлӗ хӑвӑлсемпе пӳлӗннӗ лабиринтран ниепле те тухма май пулас ҫуккине эпӗ витӗрех куратӑп. — Анчах манӑн анне мана шыв хӗрринче ҫӳреме ирӗк пачӗ… — Ҫук! Сасӑсем ытла та вӑйсӑр пулнине юлташсем патне ҫитеймест пулӗ, тесе шухӑшлатӑп. — То-то канма ҫав! марш хӑвӑрӑн вырӑнӑрсене, полк командирне каласа парсан акӑ. Гусев сӗтел ҫумне ларчӗ, пӗҫернӗ ҫӗр улмине шуратма пикенчӗ, хуҫрӗ те — тӑвар ҫине пусрӗ. «Ҫапла, пӗтӗмпех пӗтрӗ», — илтрӗм эпӗ пӗр енчен. — Эпӗ Будановкӑра пулнӑ… — Ӑна ҫав, эсир мӗншӗн каймастӑр?.. Пире вара, ачаллӑ ҫынсене, ачасем урӑх кирлӗ мар — вӗсемшӗн ытлашши тӑрӑшас пулать, тӑкакланмалла, каярах мӑнуксем ҫинчен те шухӑшлама тытӑнмалла; вӗсем, ачасем, пирӗншӗн терт кӑна. Пӗтӗмпех суяҫҫӗ… — терӗ вӑл. Хура тинӗсрен пуҫласа чи инҫетри ҫурҫӗре, Пӑрлӑ океан патне ҫитичченех, темиҫе пин километр хушши социализмлӑ совет республикисен ҫав чӗмсӗр часовойӗсем тимӗр щитсем ҫине ӳкернӗ аслӑ ӗҫ эмблемипе хускалми тӑрса тухнӑ. Вӑл мана аллипе кӑтартса шӑп ларма хушрӗ, хӑй ман ҫума вырнаҫрӗ те пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ. «Пирен халӗ пурин те савӑнмалла, — тет, — мӗншӗн тесен сывалас паллисем пӗрремӗш сорт, — тет, — чылайранпа ӗнтӗ вӑл ҫапла канлӗн ҫывӑрать, сӑнӗ те кӗрсе пырать, ҫывӑрса тӑрансан тӑна кӗрсе ҫитетех», — тет. — Ларам-ха эпӗ, аттеҫӗм, ывӑнтӑм. — Марьетта патне. Эпӗ пӗлмен унӑн чунӗ тӳрӗ те питех те ырӑ кӑмӑллӑ иккенне, пурнӑҫ ҫине вӑл ӑслӑн та тӗрӗссӗн пӑхнине пӗлмен иккен — Кораблев ҫав енсене пурне те шута илнӗ хыҫҫӑн: «Вӑл ҫӑмӑлттай чӗреллӗ мар», терӗ. — Хӑвӑр ыйтса пӑхӑр вӗсенчен! Ҫавӑнпа вӑл хӑй мӗнле ҫулпа хӑш тӗле ҫитнисене тӗрӗс пӗлсе тӑма пултарнӑ. Вокзал стени ҫумӗнчен пӗр ҫын хӑвӑрт уйӑрӑлса пырса, ӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ. Галилей Хӗвел ҫине пӑхмалли трубаран (малтан унӑн кантӑкне тӗтӗмпе хуратнӑ пулнӑ) ахаль куҫпа курма ҫук хура пӑнчӑсем асӑрханӑ. — Аслати тепӗр хут кӗмсӗртетсе илчӗ те илтӗнми пулчӗ. Кӑна пӗлнӗ пулсан, приют ачисем пуҫӗсене каҫӑртнӑ пулӗччӗҫ-ха та. Вара вӑл, куҫхӳрипе усаллӑн кулса илнӗ те, Степан патне пынӑ. Ҫӗр ҫине вертикаллӗ шалча ҫапса лартнӑ, унран ӳкекен мӗлке йӗри-тавра ҫаврӑннӑ: ирпе каҫ вӑл — вӑрӑм, кӑнтӑрла кӗске пулнӑ. Сӑнчӑрсемпе йывӑҫ тӑлӑсем ҫинчен куҫне илеймесӗр, вӑл, кӑрт-кӑрт туртӑнса, аллисене йӑвалать, тытӑнчӑклӑн мӑкӑртатать: — Эпӗ… ҫак тӑлӑсене… курнӑ… пӗчӗк чух… курнӑ… Эпӗ курнӑ… Вӑл витререн тем илчӗ те, ӑна ҫӑварӗ патне илсе пырса, чӑмлама пуҫларӗ. О, донья Исидора! Пӗрремӗш кун Дик Сэнд пур ҫӗре те хӑй ҫитес, ӑнсӑртран сиксе тухма пултаракан хӑрушлӑха сирес тесе пӗтӗм вӑйне хучӗ. Ӑна туртса кӑларсан, путлӑхран ҫиеле йывӑр, антӑхтарса яракан шӑршӑллӑ сывлӑш хӑмписем пӑтӑртатса тухса ҫурӑлчӗҫ. Юр ҫусан кукаҫей каллех мана кукамайӑн йӑмӑкӗ патне леҫрӗ. Вырӑссен аслӑ тӳремлӗхӗнче, ҫапла горизонта ҫити, кашни ҫуртӑн тӗттӗмрех пӳлӗмӗнче хамӑр ачасем хаяр тӑшмана кӗтсе тӑраҫҫӗ. Чул ҫинчен чул ҫине анакан шыв ҫав тери пӗр тикӗс, ҫав тери шӑппӑн шӑнкӑртатать, такама ачашласа ҫывӑрттарнӑ пекех туйӑнать. Вӑл кӑтартнӑ тӑрӑхах тата эрешмен картипе усӑ курма тытӑнсан, унтан тӗртнӗ пурҫӑна тӗрлӗ тӗспе сӑрланипе ытлашши тӑкак та тухмасть. Чиркӳ хуҫисем Коперник вӗрентӗвне ҫав тери курайман, Коперник вӗрентӗвне ӗнентерекен е ҫавна хӳтӗлекен сочиненисемпе 1835 ҫулчченех усӑ курма чарса тӑнӑ. — Ҫынсене ыран мӗнпе тӑрантарас пирӗн? Кунта яланах икшерӗн ҫӳреҫҫӗ, анчах час-часах тата ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, вуншар е ҫирӗмшер ҫын, ҫӳреҫҫӗ. Абстрактлӑ. Анчах ҫакна практикӑра пурнӑҫа кӗртме шуйттан пек йывӑр. Каласа пар-ха мана: мӗншӗн эсӗ эпӗ каланӑ пек тумарӑн? Пурте хатӗр пулса ҫитсен тин амӑшӗ Петьӑна пӳлӗме чӗнтерчӗ. — Комиссара курмарӑн-и? — ыйтрӗ унтан Волошин. Павка хӗрелсе кайрӗ. Ҫынсем чупкалама пуҫларӗҫ. Мӗншӗн ӑна вӑратман-ха, мӗншен ӑна яланхи пек пырса турткаламан-ха? — Ҫӑлтавӗ те пур, — килӗшетчӗ Изот. Анчах ҫын ячӗсемпе хушамачӗсене пурне те хӑй шухӑшласа кӑларнӑ, ял ячӗсене хамӑр тавраран илнӗ, ҫавӑнпа ман яла та пӗр тӗлте асӑннӑ. Таҫтан хыҫалтан Алексей темле хӗрарӑм хӑйне айӑпласа калаҫнине илтрӗ: — Мӗнле намӑс мар-ши ку ҫынна? — Ҫапла каланӑ та калинкке хапха еннелле чупнӑ. Юлашкинчен вӑл ашшӗ патне тавӑрӑннине кӑтартнӑ; ырӑ старик ҫав калпакпах, ҫав шлафрокпах; старик ывӑлне хирӗҫ чупса тухать; аскӑн ывӑлӗ чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать; хыҫалта повар ҫитерсе мӑнтӑрлатнӑ пӑрӑва пусать, аслӑ пиччӗшӗ чурисенчен килте мӗн пирки савӑнни ҫинчен ыйтса пӗлет. — Мӗн тата эсӗ? Анчах та ку ытла та кӑткӑс ыйту — ӑна сахал сӑнанӑ. Хушӑран хушӑ тупӑ сасси ҫаплах илтӗнсе тӑчӗ-ха, анчах вӑл инҫерен инҫене кайса пычӗ; пӗрер сехетрен вара пачах илтӗнми пулчӗ. Мӗншӗн-ха вӗсене хӑрушӑ сӑн-сӑпатлӑ тумалла? Никам та. Ҫавна тума эпӗ хам ирӗк патӑм, мӗншӗн тесен сире вилӗмрен ҫӑласшӑн пултӑм. — Мӗн чухлӗ? Катя, ури-мӗнӗпех ҫемҫе пукан ҫинче хутланса ларнӑскер, ҫывӑратчӗ ӗнтӗ. Вӗсене вӑрттӑн, пытанса пичетлеҫҫӗ; енчен те вӗсене ман патӑмра тупсан — мана тӗрмене лартаҫҫӗ, — эпӗ чӑнлӑха пӗлесшӗн пулнӑшӑн тӗрмене лартаҫҫӗ. Ӑнлантӑн-и? Лӑпкӑлӑха хускатса, пулемёт шатӑртатма тытӑнчӗ. Эпӗ хама тупса панӑ хваттере кайрӑм. Сасартӑк унӑн хулпуҫҫийӗ вилнӗ ҫыннӑнни пекех сивӗнсе кайрӗ, ҫӑварӗ уҫӑлчӗ. Мана хӑйӗн юлашки сӑмахне калама та ӗлкӗреймерӗ, тӑванӑм. Оренбурга ҫитсессӗн, эпӗ тӳрех генерал патне кайрӑм. Пин урана шыраса тупма хӑтланса пӑхнӑ хыҫҫӑн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ тухтӑрӗ хӑйӗн ҫаранӗ ҫине таврӑннӑ, унта вара ирчченех канлӗн ҫывӑрнӑ. Шуҫӑм килнӗ чухне вӗсем виҫҫӗш те ура ҫинче пулнӑ. Анчах сире куҫран пӑхсан, эсир калаҫниие илтсен, тӗлӗнсех каятӑн — эсир хӗр пекех. Суккӑр шартах сикрӗ те тӳрленсе ларчӗ. Лукашка хирӗҫ чӗнмерӗ, пӑлтӑра тухрӗ, хутаҫӗсене хулпуҫҫи урлӑ ҫакрӗ, сӑхманне хӗстерчӗ, пӑшалне илчӗ те алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Витре ӳкнӗ сасӑ пӑшал пенӗ пекех кӗмсӗртетсе янӑрарӗ. Голова, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ ҫинчи юрне силлерӗ те, Солоха тыттарнӑ эрехе ӗҫсе парса, хӑй ҫинчен каласа пачӗ: ҫил-тӑман тухнӑ пирки дьяк патне каймарӑм, — сан ҫутӑ пуррине куртӑм та, санпа пӗрле каҫ ирттермешкӗн кӗтӗм-ха, терӗ вӑл. Тен, эпӗ тахҫанах унта вырӑна кӗнӗ пулӑттӑм? Ӗҫе хӑвӑрт татса памалла, ҫавӑнпа та Юрий, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, халех Широкогоров патне кайса килме шут тытрӗ. Эсӗ мӗн, вилме пуҫларӑн-им? — Ҫӑлӑнасси кӑна юлать ҫав, ура тупанне сурас та, тарма вӑй пултӑрах! — палланӑ сасӑ илтӗнчӗ Огнянова. — Шӑп ҫакӑн пек! — ҫирӗппӗн ответленӗ старик. Николай Петрович хӑй пиччӗшӗн Базарова курайманлӑхӗ нимӗн чухлӗ те чакманнине пӗлсе тӑнӑ. — Хӑҫан та пулин пиртен кам та кам уншӑн вилет, ун чухне вара: вӑл тӑван ҫӗршыва юратнӑ, теме юрать. Вӗсем иккӗшӗ те кайсан, Мартини Джемма патне пычӗ те ним чӗнмесӗр аллине тӑсса пачӗ. Ҫамрӑкки, ман ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илсе, пуҫне каллех кастрюль ҫинелле усрӗ. Хайхи ҫав туслӑх, пӗрне-пӗри тӗппех ӑнланнипе палӑрса, ытларах та ытларах ҫирӗпленсе пынӑ. Сӑнӗ унӑн, вӑл ҫав тери пысӑк хуйхӑ курнӑ пулин те, хӗрлӗччӗ. Вӑл ҫамки ҫине вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн анса ларакан калпакне тӳсеймесӗр тӳрлете-тӳрлете хуратчӗ. Ахӑртнех, Катя ҫивӗтне лайӑх пуҫтарайман курӑнать. Старик хӑй ҫӑварне эрех сыпрӗ, ҫӑтса ячӗ, пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те тимлӗн ҫӑкӑр татӑккине чӑмлама пуҫларӗ, тӗксӗм пит-куҫлӑ Ардальонӗ сӳрӗккӗн каларӗ: — Акӑ, тутар хӗрӗпе ҫыхланса карӑм. Англире хам пурӑннӑ кӗске вӑхӑт хушшинчех вӑл выльӑхсене чаплӑ ҫынсене кӑтартса чылай укҫа пуҫтартӑм. Иккӗмӗш хут ҫӳреве тухса каяс умӗн вӗсене ултҫӗр кӗренке укҫалла сутса ятӑм. Фома Кононовӑн урмӑшнӑ, сиксе чӗтрекен тута-ҫӑварлӑ питне курнӑ, вара вӑл ҫак ҫынсене мӗнле хӗҫпӑшалпа ҫапсан аванрах витессе ӑнланса илнӗ. Квинсленд — столици Брисвэн; Чӑтма ҫук намӑс! Сирӗн ҫине пӑхатӑп та ҫапла шухӑшлатӑп: тен, кусем ҫав ҫаратнӑ ҫынсемшӗн, ҫӑткӑнлӑха пула вӗлернӗ халӑхшӑн тавӑрӗҫ, тетӗп… Ӑна вара хирӗҫ калакан пулмарӗ, вӑл часах пуҫне кӑкри ҫинелле вӑйсӑррӑн усса тӗлӗрсе кайрӗ. Ҫапла вара, пуринчен ытла аслатиллӗ ҫумӑр вӑрӑма каяссинчен, шыв шайӗ хӑпарасран хӑрамалла. Вӑл ушкӑн реакционерсене хирӗҫ хастарлӑ кӗрешнӗ. Илинька, эпир кунта пурте пӗртанни ҫинчен аса илтересшӗн пулнӑн ман еннелле сиввӗн кӑна мар, йӗрӗнӳллӗн пуҫ тайнипе тӗлӗнтернӗскер, ман умра ларать, типшӗм урисене сак ҫине пӗр именмесӗр хӑпартса хурса (ҫакна вӑл юри мана тарӑхтарма тунӑн туйӑнчӗ), тепӗр студентпа калаҫать, хутран-ситрен ман ҫине пӑхкаласа илет. Тӳрӗлӗх те туйӑм-и? Пирӗн командира — гильотина ҫине! Ҫук, ан ӗмӗтленӗр! Эсӗ тата, Аркадий, хӑвӑн пӳлӗме пӗрер минутлӑха каймастӑн-и? Манӑн хамӑр хушӑмӑрти малашнехи туслӑх мӗнле пулассине пӗлес килет, эсӗ мана… Вӑл пӗр минут хушши чӗнмесӗр тӑчӗ те, каллех майпен калаҫма пуҫларӗ: — Эсӗ мана ӗлӗкхин пекех шанма пултарнине туятӑн пулсан, — ун чухне, семинари садӗнче пек мар, тӳрех, нимӗн пытармасӑрах кала: — ытла та шала кӗрсе кайнӑ-и эсӗ?… Ну, эппин, йӑнӑшнӑ, — шӳтлерӗ генерал. Пирӗн нимӗн те калаҫма юрамасть: эпир пӗр-пӗрин ӑшӗнче мӗн пуррине вуласах пӗлетпӗр. — Шухӑшлатӑп, эпӗ пуян пулас пулсассӑн, эх илсе ярӑттӑм чӑн-чӑн улпут майрине, дворянкӑна, туршӑн та, сӑмахран, полковник хӗрне, юратӑттӑм ӑна ай турӑ! Вӑл курӑкпа витӗннӗ чуллӑ ҫырма хӗрринче выртать. Пуҫӗпе мӗн тӑвас-ши тесе шутламалли ҫеҫ юлчӗ. Тар тӗтӗмӗ витӗр пӗр жандармӗ лаши ҫинчен персе ӳкни курӑнчӗ, тепри хӑрах аяккинелле тӗшӗрӗлчӗ те йӗнер пускӑчӗнчен ҫакӑнчӗ. — А ыттисем пирки! — кӑшкӑрса илчӗ Джон. Вӑл кӗнекене уҫса пӑхасшӑн ҫунман ача та пулман, анчах нихҫан та май килмен. Ҫав хура мӗлке йывӑҫ вулли хыҫне пырса, йӑпшӑнса тӑнине те курмарӗҫ вӗсем тата Кассий Кольхаун вӗсене йӑлтах асӑрхаса юрату пирки тупа тунисене йӑлтах илтсе тӑнине те пӗлмерӗҫ. Татьянӑн хаваслӑ упӑшки кулӑшла, пысӑк тӗплӗ, сарлака тата Захарӑн ҫӗрӗк шинелӗ тӗслӗ йӗм тӑхӑнсан, кочегар ун ҫине пӑхса илчӗ те юрласа ячӗ: Шӑлаварӗ куҫ пӑвать,Ҫук ун пекки пирӗн: Пӗрин ӑсӗ хутшӑнать, Теприн ӳсет хырӑм! Ун ҫине хурлӑхлӑн пӑхса вӑл:— Хулара погром пуласси ҫинчен пӗлетӗн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Мэри Гранта Джон Мангльс юратни те ыттисемшӗн текех вӑрттӑн ӗҫ пулса тӑмарӗ. Мӗскӗн пӑрӑнса ларчӗ. Ӑнлантӑн-и? — тесе асӑрхаттарчӗ. Нургалей Хасанов, куҫӗсене йӑлкӑштарса илсе, хӑвӑрт сӗнӳ пачӗ: — Андрей валеҫтӗр, э? Мӗн шырать вӑл кунта? Унпа аппаланни урамра чупакан ачасене е хирте ҫӳрекен кӗтӳ ачине пырать ӗнтӗ, эсӗ вӗт, — айван Марье сана чӑн-чӑн пӑру туса хучӗ пулин те, — ҫитӗннӗ ҫын. Вӑт ҫапла! — Пӗлместӗп. Вӗсем, иккӗшӗ юнашар тӑрса, урампа утрӗҫ. Челкаш, хӑйне хуҫа евӗрлӗ тыткаласа, мӑйӑхӗсене пӗтӗркелесе пычӗ; каччӑ ӑна пӗтӗмпех пӑхӑнма хатӗр пек, анчах, ҫапах та ӑна шанмасӑр, хӑраса пынине палӑртса утрӗ. Эсӗ шкула та кайман, шыва та кӗнӗ пулӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ. Юрать, эпӗ ҫилленместӗп: эсӗ улталама хӑтланатӑн пулин те, чылай чухне лайӑх та пулатӑн иккен. Карчӑк, хӑй чеелӗхӗнчен нимӗн пайтине курмарӗ пулин те, малашне Том хӑйне итлекен пулӗ тесе хӗпӗртерӗ. Лаша хырӑмӗ аяккисем йывӑррӑн тула-тула путса кӗреҫҫӗ, вӑл шупка хӗрлӗ сӑмси шӑтӑкӗсене карӑнтарса янӑ; унӑн ҫамки ҫинелле усӑннӑ ылтӑн тӗслӗ ҫилхи ҫумне те мӑй ҫинчи ҫыхланса пӗтнӗ ҫилхе ярӑмӗсем ҫумне те пӗлтӗрхи куршанкӑн хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫыпҫӑнса пӗтнӗ. Ҫак куҫсенче ҫав тери нумай вӑй сисӗнсе тӑнӑ, вӗсене ҫаплипех ӳкерме май ҫук пек туйӑннӑ. — Ҫапла, сударь, — терӗ Толине, — эпӗ январьти каникулсен умӗн географипе панӑ наградӑсенчен пӗрремӗшне илнӗ. Вӗсене пула мӗн чухлӗ растрата тӑваҫҫӗ, мӗн чухлӗ ҫын ӗҫке ерет, вӗсене пула лайӑх ҫынсене парти енӗпе мӗн чухлӗ выговор панӑ, вӗсене пулах мӗн чухлӗ халӑх тӗрмере ларать — инкек кӑна! Мустангер ҫавна пӗлнӗ, анчах вӑл ҫавна пӗлес мар пулсан та, пурӗпӗрех халь кая пулнӑ. Анчах пӗрре, ӑна хам ҫинчен каласа кӑтартнӑ чух Хрисанф епископ ятне асӑнса илтӗм; октавист пуҫне силлентерсе илчӗ те каларӗ: — Хрисанф-и? Сӗтел ҫи пуҫтарнӑ хыҫҫӑн Марко ура ҫине тӑчӗ. Вӑл Художество академине вӗренме кӗресшӗн. «Пӗлетӗп, — тет, — ӗҫлес вырӑнне ӑҫта та пулин генералсемпе эрех кӳпет ӗнтӗ вӑл». Анчах ҫавнашкал господин ман йӑмӑка е хӗрӗме ыталаса ташлать пулсан, эпир хӗпӗртенипе каҫсах каятпӑр, мӗншӗн тесен вӑл пуян, чаплӑ ҫынсемпе ҫыхӑннӑ. Тепӗр чух ҫапларах та пулкалатчӗ: пуҫне астаракан ҫак ҫӗнӗ хӗрӳ ӗҫпе йӑпанса, вӑл мӗн чухлӗ утнине те асӑрхамастчӗ, пырсан-пырсан, ыйхӑран вӑраннӑ евӗр, сасартӑк тӑна кӗрсе каятчӗ те хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнетчӗ — вӑл хулан тепӗр вӗҫӗнче тӑра парать иккен. Кукушкин та пулин ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртме пултарни ҫинчен тавлашма тапратсан, хӗрӳленсе кайрӗ. Вӗсем патне ҫанни ҫине хӗрлӗ хӗрес палли ҫыхнӑ арҫын йӑкӑртатса ҫитрӗ. Эпӗ калани чӑнах та тӗрӗсех ӗнтӗ: парнесем унӑн кӑмӑлне ҫурри таран ҫеҫ ҫавӑрчӗҫ; кӑштах ачашланчӗ вӑл, кӑштах шанакан пулчӗ — ытлашшийӗ нимӗн те ҫук; аптранипе вара Печорин юлашки меслетне ӗҫе кӗртесшӗнччӗ. Джемма, Кэттие ҫывӑрма ярӑр та, хӑвӑр хуллентерех калаҫӑр. Ун хыҫҫӑн ҫӳлелле тепӗр шуйттан урапи, унтан тата тепри ҫӗкленчӗ, лере вӗсем, кӑвак тӳпере, пӗр-пӗринчен иккӗше тытӑҫса ӳкнӗ чухнехи пек ҫакланчӗҫ. О, манӑн ҫавӑн пек курьер аллинчен юрату ҫырӑвӗсем шутсӑрах илсе тарас килет!.. — Пытанса ларнӑччӗ. Вара тӳрех Ҫӗр ҫине, Мускава, телеграфлама пуҫлатӑп, — вӗсем пире пулӑшма килсе ҫитеҫҫӗ. Ҫапах та вӑл боцман пулнӑ ҫынна ниҫтан та айӑплама пултарайман. Вӑл Андрей кутамккине аяккарах сиктерсе хучӗ. Ку ӗнтӗ ҫиме пӑрахмаллине пӗлтерчӗ. Луччӑ Иван Никифоровичпа алӑран алла тытӑнӑр та чуптӑвӑр, кайса илтерӗр сантурин е Никополь эрехне, е акӑ пунш вӗретӗр те мана чӗнӗр! Нивушлӗ тарчӗ. Ҫакӑн пек ҫын тартӑр-и вара?.. Ку Стрема ҫырми иккен. Хӑҫан та пулин эсир ватӑ тусӑра аса илетӗрех, вӑл сире питӗ юрататчӗ, ачамсем!.. Карл Иваныч хӑй ҫывӑхӗнчи пӗчӗк сӗтел ҫине чавсаланчӗ, табак шӑршлакаларӗ те, тӳпенелле пӑхса, пире диктант ҫыртарнӑ чухнехи пек васкамасӑр, пыртан тухакан ӑрасна сасӑпа хӑйӗн калавне ҫапла пуҫларӗ: Эпӗ аннем варӗнче чухнех телейсӗр пулнӑ. Das Unglück verfolgte mich schon im Schosse meiner Mutter! — тепӗр хут каларӗ вӑл татах та вӑйлӑрах туйӑмпа. Сасартӑк эпӗ хӑвӑрт та тикӗс мар утнине илтетӗп… Эпир ҫумӑр тумламӗсем лупашкана ӳксе шыв кӳлленчӗкӗсене пӗркелентернине курса тӑратпӑр. Акӑ мӗнле вӑл, хӗл кунӗ!» Вӑл аманнӑ урине хускатма тӑчӗ, вара, ури тӳсме ҫук ыратнипе, тӑна кӗчӗ. — Куратӑп ӗнтӗ — сӑнтан та, ыттинчен те паллӑ: пурнӑҫу аванах пулман! — каланӑ Фома, юлташӗн пурнӑҫӗ те хӑйӗнни евӗрех тутлӑ марришӗн кӑмӑллӑ пулса. Ҫӗнӗрен чурасем тытма каякан экспедицие ун вырӑнне Коимбра кайрӗ. — Эпӗ мар ӑна! — хӑвӑрттӑн каланӑ Ефим. Тимӗрҫӗ кайрӗ, пушар тата пӗр кана явӑнса тӑчӗ. Негоро тавӑрӑвӗ тӗплӗ пултӑр тесен, халь тыткӑнра Геркулес ҫеҫ ҫук. Вӑл ҫапӑҫусенче вилнӗ тата аманнӑ юлташӗсен хушамачӗсене йӗркипех асӑнса тухнӑ, унтан полкра Мересьева малтанхи пекех астуни ҫинчен, полк командирӗ, халӗ подполковник ятне илнӗскер, Алексейӑн гимнастикӑллӑ подвигӗсем пирки тата вӑл авиацие таврӑнма ӗмӗтленни ҫинчен пӗлсен: «Мересьев таврӑнатех. Пулӑшӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Давыдов, ҫӑварти апатне ҫӑтса яраймасӑр йӑл кулса, кӑмӑллӑн пуҫне сӗлтрӗ. Пырас килмест пулсан, ан пыр вара, никам та сана вӑйпа илсе каймасть! Пӗр сӑмахпа каласан, — пурте ҫын шутне кӗресшӗн. — Ҫылӑх каҫаракан килсе ҫитрӗ, правилӑсем итлеме аяла ансамӑр, — килсе пӗлтерчӗ Николай. — Чарӑн ун пек калаҫма, Галли! — терӗ Риккардо. — Вӑл пачах хӑйне уйрӑм индивидуум-и вара? Акӑ мӗнле истори пулса иртрӗ пирӗн пысӑк патшалӑхӑн ҫурҫӗрте ларакан тӗп хулинче! — Пирӗннисем вӑй пухса кунталла килсе ҫитиччен… — Чим-ха! Ку Иван Львович экспедицийӗ ҫинчен мар-и? — Ан тив эс мана! — кичеммӗн кӑшкӑрчӗ амӑшӗ, ун пуҫне кӑкри ҫумне пӑчӑртаса. — Черетлӗ хурала кала, сана вӑл сыхласа, хуралласа тӑтӑр. — Ну, сывӑ пул! Вилессе вара пурте вилетпӗр. Анчах ҫӑл патӗнчен каймарӗ. — Тепре курнӑҫиччен, — терӗ ӑна майор, урӑх батальон командирӗ. Чили ҫӗршывӗн ансӑр урлӑшне каҫатпӑр. Кордильер тӑвӗсене ҫӗнтерсе илсе пампассене анатпӑр. — Ҫук, эпӗ тӗрӗс калатӑп. Вӑл тӗрӗс пулнине эсир хӑҫан та пулин пӗлсе ӗненӗр-ха… Тӗрӗксем хупах ҫурчӗн картишне кӗрсе курӑнми пулчӗҫ. Таҫта аякра ҫиҫӗм ҫиҫме пуҫларӗ, аслати кӑлтӑртатни илтӗнет. Куртӑм Давыдова паян, ӗненетӗн-и, пӗтӗм чун ыратса кайрӗ: ырхан, темле пысӑк айӑпа кӗнӗ пек, куҫран пӑхма вӑтанать, шӑлаварӗ вара, турӑҫӑм, мӗнле тытӑнса тӑрать унӑн, мӑнтарӑн, шӑлаварӗ! — Ҫапла, шӑллӑм! Астӑватӑп, эпӗ темле тӗлӗнмелле стихсем вуланӑччӗ: — Ним ҫук ҫӗрпе, хурса тумпа,Вил шӑтӑк пек, шап та салху Пырать гун патши Аттилла. Тӑваткал-тӑваткал тӗрӗллӗ пусма юбка тӑхӑннӑ хӗрарӑмсем ӑнланусӑр е ытлашши харсӑр йытӑсене турпассемпе переҫҫӗ; куҫӗсем айӗнченех сухалӗ ҫитӗннӗ пӗр уксах старик, лашине ӗҫсе тӑраничченех ҫӑл патӗнчи валашка ҫинчен туртса илсе ӑна темшӗн айӑккинчен ҫапрӗ те вара пуҫне тайрӗ. Карап патне ҫав самантрах марсиансенчен пӗри чупса пычӗ, ун еннелле бортран пӗшкӗннӗ кукша марсиана хыпаланса темӗн пӗлтерчӗ. Чечексен ансӑр авкаланчӑкӗсемпе тулса ларнӑ чул тусен ҫурӑкӗсем, хӗрлӗ, кӗрен, тепӗр чух тата кӑвак тӗспе ҫунаҫҫӗ. — Хӗрарӑм ҫине эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех ҫаврӑнса пӑхмастӑп, ҫаврӑнса пӑхнӑ пулсан, тен, ҫакнашкал сӗм ватлӑха ҫитиччен ниепле те пурӑнаймастӑмччӗ пулӗ, — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи. Ҫапла эпир темиҫе минут хушши пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑтӑмӑр. Юлашкинчен эпӗ хӑюллансах лашана ҫилхинчен ачашлас тесе аллӑма тӑсрӑм. — Акӑ, сӑмахран, Стаховах илер, — ответ панӑ тепри, Николай Артемьевич ҫине кӑтартса; Николай Артемьевич, хӑй те унтах тӑраканскер, савӑннипе кӑштах ирӗлсе кайман). — Мм… — ӗнерленӗ старик, пӗр куҫӗпе хӑна ҫине пӑхса, тепринпе хӗрне сӑнаса. Анчах малашне ун пек тума юрамасть — вӑл дисциплинӑна пӑсать. «Тарас Бульба манран та самӑртарах пулнӑ, ҫапах та ляхсене хирӗҫ епле кастарнӑ? Халӗ вӑл ман енчен хӑяккӑнтарах тӑратчӗ, сулахай аллаппипе куҫне хупнӑ, мана вилмешкӗн килӗштерейменнипе тарӑхса ҫитнӗ пек. Ливингстонпа Стэнли туслашса каяҫҫӗ, Танганьикӑн ҫурҫӗр ҫыранӗ патне кимӗпе экспедицие кайса килеҫҫӗ. Вӑл пистолетне кӑларчӗ те тӗллерӗ… — А мана вӑл килӗшрӗ, — терӗ Паганель. Пӑлан ӗнтӗ каллех тарма хатӗр, анчах сасартӑк юланут кӗлетки темӗскерле туйӑнса кайнипе вӑл пӗр вырӑнтах чарӑнса тӑрать. Ик енӗпе, пӗр сас-чӳсӗр, чӗмсӗр ҫуртсем лараҫҫӗ. — Пуянлӑха хирӗҫ калаҫма пуҫларӗ Паганель! — Ан хӑрӑр, Мак-Набс! — терӗ ученый. «Авӑ мӗнле ҫын илсе килсе лартрӗ шуйттан манан ӗнсе ҫине!» — шухӑшларӗ Яков Лукич. Илья Артамоновшӑн тепӗр чухне хула ҫыннисем хӑй ҫине тӑшманла пӑхма пӑрахнӑ пек туйӑннӑ; — Турӑ пӗлтӗр-и сана; кирек-кам пулсассӑн та, эсӗ хӑрушӑ вӑйӑ пуҫланӑ. Йӑмӑкӗ Татьяна сасартӑк Воргородран хӑйне валли каччӑ — типшӗм, хӗрлӗрех ҫӳҫ-пуҫлӑ, инженер картузӗ тӑхӑннӑ ҫынна илсе килчӗ; вӑл ҫӑмӑл, хӑвӑрт утакан, питӗ хаваслӑскер, Татьянӑран икӗ ҫул кӗҫӗнтерех пулнӑ, Татьянӑран пуҫласа, ӑна килте пурте тӳрех Митя тесе чӗнме тытӑннӑ. Кӑна тума Дик Сэнд питӗ хистерӗ. Кашни ҫуртах — крепость, ӑна ҫапӑҫса туртса илмелле. Эпӗ чӳрече умӗнче ларса Атӑл ҫине пӑхрӑм. — Калатчӗ… — Акӑ ӗнтӗ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — мана та такам сӗтӗрсе пырать, кӑмӑла кайман кӗтес еннелле тӗртет, таса мар, кичем япаласене тата тӗлӗнмелле тӗрлӗ тӗслӗ ҫынсене кӑтартать. Вӑл ҫак сӑмахсене питӗ тӗрӗс, чӑн Парижри шукӑллӗхпе калать, ҫав вӑхӑтрах «si j`avais» вырӑнне «si j`aurais» «непременно» теес вырӑнне «absolument» тесе хурать: пӗр сӑмахпа каласан, французсем пирӗнешкел калаҫакансене эпир вӗсем чӗлхипе ангелсем пек «comme des anges» калаҫатпӑр тесе ӗнентерме нуша ҫук чухне, великорусла-французла чӗлхепе калаҫать. Юлашкинчен вӑранчӗ, Уҫӑп ҫине, ман ҫине тискеррӗн пӑхса илчӗ те, хӗрлӗ куҫӗсене хупса: «Ну, ну…» тесе мӑкӑртатса илчӗ. Хӑйӗн варвӑрла, авалтанпах йӑхран йӑха куҫса пынӑ юнаҫлӑ чунне ун, ытти чух вӑрттӑн тӗлӗрнӗскерне, мӗнпе те пулин йӑпатса пусӑрӑнтармаллахчӗ. Талькав Паганеле пӗр-ик сӑмахпа хӑйӗн ҫӑлӑну историне каласа пачӗ. Джон Мангльс майор шухӑшӗпе килӗшрӗ. — Эпӗ ҫамрӑксем ҫумне ҫыпӑҫасшӑнччӗ, вӗсемпе пӗрле пулас тенӗччӗ. Альтман арӑмӗ утса пынӑ ҫӗртех пӗр темӗнле ҫӑмламас сухаллӑ ҫамрӑк экскурсовода ярса тытрӗ те, ӑна вӑл хисеплӗн «доктор» тесе чӗнчӗ, ҫав вилесле хӑраса ӳкнӗ «доктор» вӗсене Габсбургсен мӗнпур династийӗ ларса ҫӳренӗ каретӑсен чаплӑ коллекцийӗ упранакан кивӗ лаша витисене илсе кайрӗ. Ҫитменнине депора ӗҫлеме те пӑрахӗ, — шухӑшлать хуйӑха ӳкнӗ Павел, хулан пушӑ урамӗсемпе утса пынӑ май. — Мӗн тетӗн? — Эсир ҫӗре куртӑр-им? — тепӗр хут ыйтрӗ ҫамрӑк. Ку ыйту пурне те тӗпренех улӑштарнӑ. — Эпӗ нимӗн те ӑнланма пултараймастӑп, — терӗ доктор Ливси. Алексей, ахӑлтатсах кулса, кӑшкӑрса ячӗ: — Ак тамаша! Хӑш тупӑша ярса илмелле-ши маларах: ун ури айӗнче турткаланаканнине е хускалмасӑр тӑраканнине — тискер кайӑк пӗлмерӗ. Вӑл хӑй тирпейсӗрлӗхӗпе айӑпа кӗчӗ. Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре вӑл Мускав таврашӗнчи ҫӗршыва пӗтӗмпех урӑхлатса хунӑ: уй-хирсене хулӑм юр сарса, витсе лартнӑ, варсене, вӑрмансене тултарса лартнӑ, ҫил вӗрнӗ енчен йывӑҫсене пурне те — аялтан пуҫласа тӑррине ҫитиех — пластырь ҫыпӑҫтарнӑ пек, юр ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара хунӑ. Мӗнпурӗ чӑна тӑхӑрвун витре янӑ пулнӑ… малалла ӑнланатӑн-и? Ха-ха-ха… Юн енигм! Эпӗ вара, Аркадий Николаевич, ӑна турӑ вырӑнне шутлама кӑна мар, мухтанатӑп та унпа; манӑн мӗнпур тивӗҫлӗхӗм те — вӑхӑт ҫитсен унӑн биографийӗнче: простой штаб-лекарь ывӑлӗ, ҫапах та ашшӗ унӑн пултарулӑхне часах пӗлсе ҫитнӗ те ӑна воспитани парас тӗлӗшпе нимӗн те хӗрхенмен… тенӗ сӑмахсем ларттарассинче кӑна. Вӗсем Хохола, Панкова тата ытти «пирӗн» ҫынсене, аслӑраххӑн пурӑнасшӑн ҫынсене, мӗншӗн ҫав тери ҫине тӑрсах юратманнине ӑнланма йывӑр мана. Вӑл: «Манпа тата санпа майлӑрах тухрӗ-и вара унӑн?» — тесшӗнччӗ, анчах урӑххине каларӗ: — Паспорчӗ аллинче унӑн, хутортан вӑл юнкун тухса кайрӗ, кӑна эпӗ сана чӑнласа калатӑп. — Вӑл пултарать… Пит те савӑнӑҫлӑн вӑл мана комендант ҫемьипе унӑн тусӗсем ҫинчен тата мана килсе лекме шӑпа тухнӑ ҫӗршыв ҫинчен те каласа пачӗ. Ответлеместӗр-и? — «Илмерӗн» пулӗ ӗнтӗ! — мӑшкӑлларӗ ӑна майор, анчах ҫавӑнтах лӑпланчӗ пулас. — Халех, — ответлерӗ смотритель. Тимӗрҫӗ алӑк уҫса шикленерех кӗчӗ те, Пацюка курчӗ. — А, эсир-иҫ ку, Георги Алексеич? Сидоров та пирӗн хыҫҫӑн утса темскер кӑшкӑрса пыратчӗ, чӳречесенчен тӗрлӗ ҫынсен пуҫӗсем курӑнса карӗҫ; канлӗн пирус туртса, Королева Маргон амӑшӗ пӑхатчӗ. Хӗвел тухӑҫӗ енче трахит текен чуллӑ тӑвӑн пӗркеленчӗк тӑррисем сайра тӗтрепе витӗнсе тӑраҫҫӗ; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тусан айккинче выртакан юр тӗмисем аякранах шуррӑн ялтӑртатса тӑраҫҫӗ; хӑш-пӗр уйрӑм ту тӑррисем ҫӑра пӗлӗтсем витӗр шӑтарса тухаҫҫӗ те шуса иртекен тӗтре енче таса пӗлӗтре ишсе пыракан утравсем пек туйӑнаҫҫӗ. Унтан вӑл каллех леш хуйхӑ-суйхӑсӑр та хавхалануллӑ шӑплӑха аса илчӗ. Секретарь, вӑл мӗн каласса кӗтнӗ хушӑра йӑл кулса, ун ҫине пӑхса тӑчӗ. — Пальтопа… Чӑн та, вӑл хӑй тӳпине икӗ бутылка эрех ӗҫрӗ, анчах Оленина эрех ҫеҫ мар ҫакӑн пек ҫемҫетсе пӑрахрӗ. Шыв Австралин пуянран та пуян ҫӗрӗсемпе, ҫав вырӑнсенче чугунҫул ҫывӑх пулнипе, Мельбурнпа ҫыхӑнса тӑма ҫӑмӑлланнипе шӑтса тухнӑ темӗн чухлӗ выльӑх-чӗрлӗх хуҫалӑхӗсен айӑккипе юхса иртет. Унӑн ӗҫӗ ытлашши ҫын куҫ умне ӳкмеллиех мар. Вӑл ванса пӗтнӗ машинӑпа пассажирсем илсе ҫӳрет. Хырлӑхӑн мӑнаҫлӑ симӗс чеченлӗхӗ вара, чи хаклӑ харша евӗр, илем кӳрсе кӑна тӑчӗ пирӗн лӑпкӑ юратӑва. — Питӗ аван. — Ҫав телейсӗр ҫынна кунта пӑрахса хӑварма кирлех-ши вара? — терӗ чӗтрекен сассипе ҫамрӑк хӗрарӑм. Ҫапла вара, тыткӑна лекнӗ хӗрарӑм факторие килнӗренпе пуҫланнӑ кичем пурнӑҫ малалла тӑсӑлчӗ. Броневик патӗнче виҫӗ виле — унӑн экипажӗ — ҫулланса пӗтнӗ кӗске тужуркӑпа шлем тӑхӑннӑ нимӗҫсем выртаҫҫӗ. Вӑл сире Гремячий ҫыннисем нумайӑшӗ пирӗнпе пӗрле аслӑ тӗллевшӗн, Дона коммунистсен пусмӑрӗнчен ирӗке кӑларассишӗн кӗрешӗве хутшӑнма хатӗр пулнине ҫирӗплетсе парӗ. «Ах, турӑҫӑм! чӑнах та вӗсем кӗпер еннелле ҫаврӑнчӗҫ!» Хамӑн мӗнпур картинӑсемпе ӳкерчӗксене сутма илсе кайсан, вӗсемшӗн мана пуриншӗн те ҫирӗм пус ҫеҫ параҫҫӗ. Вӑл, тен, хӑй ывӑлӗ пирки хӑйӗн туйӑмне ӑнланмасӑрах мӑнкӑмӑлланчӗ пулӗ, анчах амӑшӗ ку туйӑма тӳссе курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл унӑн сӑмахне хирӗҫ ырӑ кулӑпа, шӑппӑн тавӑрчӗ:— Ҫамрӑк чӗре яланах чӑнлӑх патне ҫывӑхрах… — терӗ. — Пирӗн ялсем поддубецсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ… йӑрансем пирки! Ҫавӑн пек ухмах та ӑслӑ хӗрарӑмсем пур: вӗсен япӑх япаласене куракан куҫӗ суккӑр пулнӑ пек, Ольга шӑпах ҫавӑн йышшисенчен пӗри. «Мӗншӗн кун пек сӑмахсем калать вӑл» шухӑшларӗ Базаров. Ҫав вӑхӑтра ҫурҫӗртен пуҫласа хальчченех пӗр шавсӑр тӑнӑ пӗлет чӗрӗлчӗ. Астрономи питӗ вӑйлӑ аталанать. Ҫӗнӗ ӑшӑхлӑх шухӑшласа кӑлармалла е лешне, эпир кӗрсе ларнине, манса каймалла тетӗп ӑшра, е… Сасартӑк пуҫра шухӑш вӗлтлетрӗ: — Ӑшӑхлӑх пирки мар, — терӗм эпӗ, — унта эпир вӑрах тытӑнса тӑман. Пӗр самантлӑха шухӑша кайрӑм та ун сӑмахне чӗрене илнӗ пек пулса каларӑм. «Чӑнах та, манӑн телейӗм мӗн ачаранпах ҫавӑн пек пулнӑ ҫав. — Пӗлетӗр-и мӗн: сире сӑнчӑрлама ҫук, анчах эпӗ те сӑнчӑрламастӑп-ҫке. — Сана, хӑтаҫӑм, пусни пачах та аван мар, эсӗ колхоз членӗ-ҫке-ха. Утса пынӑ хушӑра Озеров хӑрӑлтатса, йывӑррӑн сывла-сывла илнӗ. — Ҫунтараҫҫӗ! — васкавлӑн каласа хучӗ вӑл, хӑйӗн хытанкарах хулпуҫҫийӗсене хӑвӑрт ҫеҫ вылятса илсе. — Ҫавӑ кирлӗ сана, — унтан лайӑххи кирлӗ те мар — Яков пекех ҫӑмӑллӑн та ҫыпҫуллӑн калать повар. Анчах, ҫак сӑмахсем Паганеле нихӑш енчен те тӗлӗнтермерӗҫ. Шухӑшӑмра эп ӑна савӑкрах пулма сӗнтӗм, пурнӑҫра мӗн лайӑххи пур, пурте санпа пӗрле пултӑр, терӗм, вара мӗн алӑк патне ҫитсе тӑричченех ӑна куҫпа пӑхса ӑсатрӑм. Паянхи лекци сирӗн кӑмӑлӑра кайрӗ-и? Шӑршласа пӑхать те чӗнмест. А-а… ҫапла ҫав! Тӗрӗссипех калас пулать, уншӑн ӑна арӑм та ытлашши ирӗк пачӗ ҫав: лайӑх тумлантарчӗ, хамӑрпа пӗрлех апат ҫитерме тытӑнчӗ, чей ӗҫтерме пуҫларӗ… ну, хӑй мӗн тӑвас тенине пурне те тӑватчӗ! Никита хӑй ҫинчен аса илнӗшӗн пӑлханса кайрӗ, пуринчен ытла — Наталья аса илнӗшӗн савӑнчӗ, унтан, хӑй хӗпӗртенине пытараймасӑр ӑшшӑн кулса, ҫавӑн пекех хуллен ответ пачӗ: — Эпӗ мӗн… Шӑтӑка пӗр минутрах аслӑлатрӗҫ. Храма хӗсӗнсе кӗнӗ Роберт Мэри ытамӗнчен Элен ытамне куҫрӗ. Ҫапла ҫав. Халӑха хӑйне ӗҫе тытӑнтармалла. Хуньашшӗне сӑмах чӗнмесӗрех, Марийка пуҫ тутӑрне илчӗ те горницӑран тухрӗ. Таньӑпа Нюркӑна каялла ячӗҫ. Ан тарӑхсам, кӑвакарчӑнӑм, — йӑвашшӑн пӳлчӗ мана Олеся. — Ачасем, ман ӗҫ аван мар, — терӗ вӑл кӑшт тӑрсан. Мана ҫил ҫӑмӑллӑн вӗрсе кайни вӑратрӗ… Потемкин шарламарӗ, вӑл аллинчи бриллианчӗсене пӗчӗкҫеҫ щёткӑпа тасаткалама тытӑнчӗ. — Шӑп ҫаксем! — терӗ Павел, пӳлӗмелле кӗрсе кайса. Ушкӑн каллех ҫула тухрӗ. Ҫав тискер кайӑксенчен ӑна хӑтарас ҫуккине вӑл тинех ӑнланса илчӗ ӗнтӗ, ҫавна пула ун пит-куҫӗнче те каҫӑхми хурлӑх курӑнса кайрӗ. Хӑнасене пӳрте илсе кӗнӗ май Мойсей Мойсеич пилӗкне авма, аллине ҫупкаласа илме, пӗршӗнме-пӗкӗрӗлме ҫаплах пӑрахмарӗ-ха, ҫаксене вӑл пӗтӗмпех питӗ тарават та хапӑл пулнине кӑтартмашкӑн тумалла тенипе турӗ. Хам тӗпрен шӑтнӑ темелле, пыйтланнӑ хур чӗппинни пекех юхать: кашни секундрах… Кунта вӑл хушнипе матроссем икӗ парӑса саркаларӗҫ, урӑхла каласан, вӗсене шкотсемпе аялти кӗтессинчен палуба ҫине ҫирӗплетнӗ рейсен вӗҫнелле — ноксем — патнелле туртрӗҫ те шкотсене ҫирӗппӗн хытарса ҫыхрӗҫ. — Хуҫи пекех пулнӑ, тупата! Вӑл ҫаксене тумарӗ ҫеҫ те мар, хӑйне пачах урӑхла тытрӗ, амаҫури ячӗ хӑйне кӳрентермеллисем кӳрессе пӗлсе тӑнӑ май, вӑл хӑй ҫине тапӑничченех хӳтӗленме хатӗрленчӗ, килйышрисем пурте мӗнпур майсемпе хӑйне хур тӑвасшӑн, кӳрентересшӗн тесе шутласа, кирек мӗнре те усал шухӑш курчӗ, хӑйӗншӗн чи лайӑххи — шарламасӑр чӑтасси пулать, тесе шухӑшларӗ; паллах, нимӗн туманнипе вӑл пирӗн кӑмӑла ҫавӑраймарӗ, пире хӑйӗнчен пистерчӗ ҫеҫ. Нӳрӗ ҫанталӑка пула уҫӑмсӑртарах илтӗнекен сасӑсем тӑкӑрлӑксем тӑрӑх чылайччен янӑраса пычӗҫ. Пӳлӗме Алексей шавласа кӗрсе тӑрать; вӑл йӗп-йӗпе пылчӑкланса пӗтнӗ, ҫӗлӗкне ӗнси ҫине антарса лартнӑ — ҫапах та вӑл ҫурхи куна аса илтерет. Йӗрсе тӑрансан, Егорушка витерен тухрӗ те, шыв кӳлленчӗкӗнчен пӑрӑнса, урамалла утрӗ. — Мӗн кирлӗ сана кунта? Часах пирӗн каллех темиҫе пӗчӗк фиордсем урлӑ, юлашкинчен тепӗр тинӗс пырӗ урлӑ каҫмалла пулчӗ. Ҫил ҫуккипе тинӗс лӑпкӑ тӑрать, ҫавӑнпа эпир пӗртте кӗтсе тӑмасӑрах каҫса кайрӑмӑр, унтан пӗр миль кайсан, Альтран ялне ҫитрӗмӗр. Арӑмӗ ӑна:— Ан кай! — Унӑн плантацийӗсем сирӗннисемпе юнашар, мистер Пойндекстер. Ҫамрӑк ҫынсем хӑйсен ҫамкисене ҫав тери тӑрӑшсах малалла тӑсса параҫҫӗ — хӗр хусканӑвӗсем (эпӗ ӑна айккинчен куратӑп) ҫав тери темле вӑйпа илӗртеҫҫӗ, хушаҫҫӗ, ачашлаҫҫӗ, мӑшкӑлласа кулаҫҫӗ те кӑмӑла килеҫҫӗ, — эпӗ тӗлӗннипе те киленнипе кӑшт ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӑм; ҫав илемлӗ пӳрнесем ман ҫамкаран тата пӗр мана ҫеҫ ҫатлаттарнӑшӑн эпӗ ҫавӑнтах тӗнчере мӗн пуррине йӑлтах пама хатӗрччӗ! Огнянов пӗр ушкӑна пырса тӑчӗ те мӗн ҫинчен калаҫнине итлеме тытӑнчӗ. Вӑл хальтерех ҫеҫ вилнӗ, анчах ӑна масарта хӑйӑр ӑшне алтса чикмен, тупӑкне ытти вилӗ шӑтӑкӗсенчен аяккарахри ҫӗр ҫинех лартса хунӑ. Матроссенчен пӗри лаша патне, ӑна ҫул ҫине хатӗрлеме тухрӗ, тепри йӗнер хутаҫҫине ҫимелли япаласем тултарчӗ. Унӑн, кун пек чух, пичӗ яланах урам еннелле пулнӑ, анчах та куҫӗсем урамри хӗвӗшӳллӗ пурнӑҫ ҫинче пулман, вӑл тултине пӑхсан та курман, унӑн куҫӗсем хӑйӗн ӑшнелле, таҫта, шалалла тинкерсе пӑхнӑ. Вӑл пӗлӗтре пушӑ япала пулнине пӗлни мана кӑмӑла кайрӗ, анчах ҫапах та манӑн уйӑх ҫине пысӑк метеор ӳкерес, вӑл ҫителӗклӗ вӑйлӑн пырса ҫапнипе ӑна хыптарса ярас, ҫӗр ҫинче вӑл хӑйӗн ҫуттипе ҫутӑлса тӑракан тӑвас килетчӗ. Слесарь темиҫе хут та пӑсса тунӑ хыҫҫӑн юлашкинчен кунти шутпа пӗчӗкрен те пӗчӗк тесе шутланакан ҫӑраҫҫи турӗ; кунтан пысӑк ҫӑраҫҫи эпӗ Англире пӗр улпутӑн хапхи ҫинче анчах курнӑччӗ. — Тата та нумай пулӗҫ-ха ун пеккисем, — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах вара тепӗр алӑка, пӳрте кӗмеллине, уҫрӗ. Боб — асли, Том — вӑталӑххи, иккӗшӗ те патвар хул-ҫурӑмлӑ пысӑк йӗкӗтсем, хура вӑрӑм ҫӳҫлӗ, хура куҫлӑ, сӑнӗсем хӗвелпе пиҫӗхсе кӗренленнӗ. Ӑна, тӑванӑм, унпа сутӑн илеймӗн. Пӗчӗкренех паллашнӑ чи ҫывӑх тусу пур, тейӗпӗр… Пӗтӗм вӑхӑчӗ те вара ман лаша утланса тармалӑх ҫеҫ юлчӗ. Вӑл чавси ҫине таянса ҫӗкленчӗ те калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ, манӑн хаклӑ учителӗм, яланах сирӗн пит ҫинчи ҫӗвӗ ҫине, ҫак, сире маншӑн хӗҫпе касса тунӑ йӗр ҫине пӑхатӑп. Унтан тата… Эсӗ те ҫаплах: хутора мӗн тума килнӗ-ха эсӗ? Курск леш енче вара ҫеҫенхирсем, ҫеҫенхирлӗ вырӑнсем пуҫланса каяҫҫӗ, тӗлӗнмелле, чӑнах та, этемӗн кӑмӑлне килентереҫҫӗ, вӑт ирӗклӗх, вӑт турӑ ырлӑхӗ! Вӗсем пирӗн пӗтӗм ӗҫе пӑсса ҫеҫ хураҫҫӗ. — Эпӗ-и? Лаша кӳлсе таратайкӑсемпе ҫӳрени вӑл нимех те мар-ха, вӗсем лаша кӳлмеҫҫӗ, лаша вырӑнне православнӑй ҫынсене кӳлеҫҫӗ. Ҫапла-и? Аркадий вилнӗ амӑшӗ ҫинчен хӗрсех калаҫма пуҫларӗ. — Чӑнах та. Юпа ҫумне ҫак юнлӑ пытарура ытти ҫын-парнесемпе пӗрлех вилме шурӑ ҫынна ҫыхса хунӑ. — Кунта ҫавӑн пекех сыснасем ӗрчетесси те вӑйлӑ пырать тенине илтнӗччӗ эпӗ, — терӗ майор. — Эсӗ ӑҫта? — терӗ Федя. Унсӑр пуҫне, мексикански тарӑн йӗнер ҫапла тума пит те юрӑхлӑ пулмалла. — Каялла ҫаврӑнмалла пулмасть-ши пирӗн, йӑлӑмра тӳрех яла тухнӑ пулӑттӑмӑр? — сӗнчӗ Спиридончо. «Андрюша! — Апла пулсан, унӑн суранӗ ытла та хытӑ ыратать? Анчах вӑл форма ҫеҫ — хӑйне хӑй шанса тӑракан еркӗн йӑпӑлтатса хӑтланни ҫеҫ. — Эпӗ пулсан, ӑна тӑвас ҫукчӗ! — терӗ Гек. Ҫук, эпӗ туятӑп, эпӗ пӗлетӗп — эпӗ ӑна турӑ хӑй пӗлтерме шутланӑран пӗлетӗп, — ман пурӑнас кунсем питӗ кӗскелсе юлчӗҫ. Каторгӑна тӳсме манӑн сывлӑх ҫитес ҫук. Подпоручик вара: «Чӗри унӑн чӑтма ҫук тискеррӗн арканнӑччӗ…» — хӗрелсе кайса, шутларӗ хӑй ӑшӗнче, яланхи йӑлипе. — Ҫапла-с, юратмастӑп, — сиввӗн малалла тӑсрӗ мӑйӑхлӑ господин, хӑй мана епле пӑскӑртнине итлеме сӗннӗн мӑйӑхсӑр господин ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, — сӑмса кутне килсе туртакан тӑмпайсене те юратмастӑп, хисепле ҫыннӑм, вӗсене те юратмастӑп. Вутӑ пӳлсе хунӑ кукӑралчӑк вулӑсем хура металран шӑратса хывнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ, вӗсен аякӗсем ҫинче улӑшӑнчӑк хӗрлӗ ҫутӑ мӗлтлете-мӗлтлете тӑчӗ. Вара вӑл ман пистолета туртса кӑларчӗ. — Ҫавӑнпа ун кунтах вилмелле! — хушса хучӗ Алвиш. Вӑл, хӑйне партирен кӑларсан, комвуза пӑрахса кайрӗ те халь Мускаври технически аслӑ училищӗре вӗренет. Тӗп пултӑрччӗ вӑл кунашкал хӗсметӳ-япалу! Полозов ура ҫине тӑчӗ те, йывӑррӑн тайкаланкаласа, ҫав алӑкранах кӗрсе кайрӗ. Кунта хӗрарӑмсем нумай, ачасем тата ытларах, вӗсемпе хутӑш — лавккаҫӑсем, трактирсенче урай сӗрекенсем, полицейскисем тата кӑкри ҫине медальсем ҫакнӑ ҫӳллӗ ҫемҫе кӗмӗл сухаллӑ жандарм, Петлин старик, пур. Ҫывӑрма выртса хӑйӗн иртнӗ кунне аса илсен, амӑшӗ тӗлӗнсе пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ те каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. — А эпӗ пӗрне чиксе пӑрахрӑм! — тенӗ вӑл батальон командирне. Ҫак кун хӗвел ҫути пулмарӗ. Кунсӑр пуҫне Гленарван Каи-Куму йӑхӗ хӑйсен хисеплӗ ҫулпуҫне ҫухатнине, ӑна вӗсем епле пулсан та акӑлчансен тыткӑнӗнчен ҫавӑрса илесшӗн пулнине аванах пӗлет. — Ҫапла, анчах унӑн пӗр кӑлтӑк пур, — асӑрхаттарчӗ Марат. Вӑл пит те тӗрӗс каланӑ, — пӗр минута та ирттерсе тӑма юрамасть. Ан калаҫ, ан калаҫ вӗсем ҫинчен… Халӗ шухӑшласа ил-ха: шкул ачисем валли тетрадьсем кӑларакан фабрика директорӗ миллион тетраде пӗр-пӗрин ҫине хурса юпа пек купалама хушнӑ, тейӗпӗр. Шалта — тамӑк, тулта — виле шӑтӑкӗ. Топал-Хасан, хӑй умӗнче кӗтмен ҫӗртен хӑрушӑ ҫӗнӗ тӑшман тӑнине курсан, мелнике ҫыхса пӑрахма чарӑнчӗ, пистолетне кӑларса Кралича персе ячӗ. — Лихо пирки эсир пӗлетӗр ӗнтӗ. Эпӗ ӑна: эсир халь манпа асӑрханарах калаҫӑр, эпӗ хӑрушӑ ҫын, полици надзорӗнче тӑратӑп, тетӗп. «Ҫанталӑк аван паян». Аллине хул пуҫҫийӗм ҫине хучӗ, пуҫне кӑштах аялалла чикрӗ те, эпир ташлама пуҫларӑмӑр. Мӗн пурне пусса илет! Пӗҫерсе илнипе вӑл вӑранса кайрӗ, вырӑнӗ ҫинчен тӑчӗ: шӑппӑн ятлаҫкаласа, кӗпи ҫинчи шӑтӑкне ҫӗлесе лартас шутпа тӗттӗмре йӗппе ҫип шырама пуҫларӗ, унсӑрӑн ирхине Анна асӑрхӗ те ҫав шӑтӑкшӑн ӑна пӗр-икӗ сехет хушши пӑскӑртӗ… — Асту, каятӑп та ак, ухмах Хветӳҫе тупса паратӑп! Тен, вӑл уксах урипе такӑнчӗ-и? — Эпӗ ҫавӑн пек ҫеҫ шухӑшлатӑп. Путсӗрлӗх килсе тухни пурӑнӑҫра час-часах усӑллӑ та пулать: вӑл ытлашши туртӑнса тӑракан хӗлӗхсене пушатать, хӑйне хӑй ытла шанас е манас туйӑмсене хӑй вӗсемпе питӗ ҫывӑх пулнине пӗлтерсе урӑлтарса ярать. Ҫавсенчен пӗри: вӑрлама пӑрахар, тӑвансем, пурӗ-пӗр усси ҫук, япӑх пурӑнатпӑр, тесе калаҫма тытӑннӑ. — Э-э, ҫапла ҫав! — Итлетӗп, сэр, — терӗ боцман пулнӑ ҫын, вара халтан кайнӑ выльӑхсене тӑварма пикенчӗ. Хамӑн малтанхи ҫамрӑклӑхра эпӗ ӗмӗтленсе ҫӳрекен ҫын пулнӑ; эпӗ яланах хамӑн лӑплана пӗлмен вылянчӑк ӑс сӑнласа панӑ тӗксӗмпе хаваслӑ сӑн-сӑпата ачашланӑ, анчах мӗн юлчӗ вара унран ман валли? Кунта тимӗрӗ кӑна пӗр аллӑ тенкӗлӗх пулӗ!» — Эпӗ кунта кил хуҫи арӑмӗ вӗт, санӑн манран вӑрттӑнлӑхсем пулмалла мар, — терӗ вӑл, хӑй пӗр шухӑшсӑр пулнӑ пек кӑтартасшӑн тӑрӑшса тата ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса. Анчах та эсир ан пӑшӑрханӑр — вӗсем хӗҫӗн ҫивӗчӗшпе мар, тӳрчӗшпе ҫапрӗҫ, ҫавӑнпа та пӗр ҫынна ҫеҫ хытӑ амантнӑ пулас. Унтан вара вӑл умывальник патне кайрӗ, пуҫне йӗпетрӗ, кайран вара часрах канас, утмалли тата гимнастика тумалли сехете ахаль ирттерсе ярас мар тесе, кровать ҫине тӑсӑлса выртрӗ. — Акӑ мӗн пӗлсе килтӗм эпӗ, Гек. Бата, Актеона, Остина — йывӑр ӗҫе хӑнӑхнӑ ҫамрӑк ҫынсене — ывӑнни парӑнтараймарӗ. Алӑкӑн аялти урлӑ хунӑ хулӑн хӑмине пӗтӗмпех ҫав ҫӗҫӗпе касса, турпасласа пӗтернӗ. Анчах тӑрӑшса хӑтланни ахалех пулнӑ, мӗншӗн тесен тул енчен чул тухса тӑрса алӑк сулли пек пулса выртнӑ, ҫав хытӑ япалана ҫӗҫӗ те ҫӗнтерме пултарайман. Унта кам та пулин сиен курнӑ пулсан та, чулӗ мар, ҫӗҫҫи сиен курнӑ. Эсӗ ӑна ура ҫине тӑрат та, хӑйӗн урисемпе вара вӑл хӑть те мӗн хӑтлантӑр унта. Ҫав самантрах, трамплин ҫӗклесе ыткӑнтарнӑ пек, Нагульнов та сиксе тӑчӗ. — Чӗрех-и, Сёма? — Ӗҫе тунӑ, — терӗ суккӑр. Толине кӗнекене чӗнмесӗр илчӗ; ӑна вӑл, ӗненмесӗр пуҫне сулкаласа тата кӗсьине чикмесӗр, тимлӗн пӑхса тухрӗ. Хитрӗшӗ сӳне пуҫланӑ, хӗрӗхри кӑпӑшка хӗрарӑм пулнӑ ку. — Старик шӑмӑллӑ аллисемпе юханшыв леш еннелле сулать те, пӗчӗк ачасемпе стариксем ҫеҫ макӑрнӑ пек, макӑрса ярать. Батальщиков сассинче тӳррӗнех хӑратса калани сисӗнчӗ, ҫавӑнпа та Давыдов, ҫилӗ килнипе кӑштах хӗрелсе кайса, ӑна хирӗҫ ҫапла хуравларӗ: — Правленинчен ыйтмасӑрах эсӗ колхоз витинчен мӗн те пулин илсе кайма епле пултарнине курасчӗ-ха манӑн! — Кӑштах чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл хушса хучӗ: — Аслӑ судья сӑмах илет. Эсӗ каймах шут тытнӑ пулсан, эпӗ, ҫурран утмалла пулсан та, санпах пыратӑп, санран юлмастӑп. Ҫав этем шӑммисем «Лиденброк тинӗсӗ» хӗррине ҫӗр сийӗсем вӑйлӑн чӗтӗренсе куҫнӑ вӑхӑтра лекнӗ-и, е вӗсем ҫав ҫӗр айӗнчи тинӗсре, ҫӗр хӑвӑлӗнчи урӑхла пӗлӗт айӗнче, ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсем пекех пурӑнса вилсе пӗтнӗ-ши? Унтан вӑл никам кӗтмен ҫӑмӑллӑхпа баржа хӗррине пычӗ те шыва сикрӗ. Хӑшӗсем ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ; салтак ӑна яра кунах ҫиет, иртен пуҫласа каҫченех, тата кирек кӑна мӗнле лару-тӑрура та; тӗрӗслевсенче, маневрсем вӑхӑтӗнчи тӑхтавсенче, чиркӳре, ҫылӑх каҫарттарма пырсан, мӗн унта, ҫарамаслантарса ҫаптарас умӗн те. Эпӗ те питӗ хӑранӑччӗ, манӑн пуринчен малта пырать. Гро-Ален Рене-Жана мухтаса, вӑл мӗн тунине пурне те туса пырать пулин та, унӑн хӑйӗн япаласем тупас ӑсталӑхӗ пур. Кашкӑрсене мӗн тартма пултарнӑ-ши? Ун ҫинче типнӗ тинӗссен тӗпӗсем, вилӗ пуш хирсем уйӑх пӑнчисемпе ӗренкеленнӗ. Унта ҫитсен вара, вӑл чул купи айне ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ айӗнче хӑйсем хурса хӑварнӑ япаласен складне тупать. Ку складра унӑн авӑрламан пӑшалӗ валли патрунсем, вӑлта хуллисемпе йӗпписем, пӗчӗк тетел, — апат-ҫимӗҫ тупмалли тӗрлӗ япала пур. — Итле-ха! — пикенсех каланӑ Саша. Халь ӗнтӗ пер туйӑмсӑр ӳкерсе художник хӗре вӗренекенсен программисенче тӗл пулакан темле сивӗ сӑн пачӗ. Осип Михайловичӑн уксах ури хытах чӗтренсе илчӗ. Ывӑннӑ хресченсем тупӑсемпе заряд ещӗкӗсене кивӗ пасар аслӑкӗ айне тирпейлесе хунӑ та ӗҫме-ҫиме, четка шӑрҫисене суйлама пуҫланӑ; унтан, хулана сыхлас вырӑнне, урам варрине йӑванса кайса, ҫывӑрма выртнӑ. Халӗ ӗнтӗ ниме кӗтмелли те ҫук, ӗҫкӗ-ҫикӗ хӗрсе кайрӗ. Джули яланхи пекех хӑнасен пӳлӗмӗнче хӑнасем килессе кӗтсе ларнӑ. Каҫхи тумпа, йӑл кулакан тутисемпе, усӑнса аннӑ шурӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе, арки ҫине лартнӑ пӗчӗкҫӗ йыттипе вӑл модӑсен журналӗнчи кӗлетке пек туйӑнать. Халлӗхе ман ята никам та пӗлмелле мар. Стоян хӗрачи иккенне палларӗ вӑл, ун аллинчи ҫыру мӗнле те пулин вӑрттӑн хыпара пӗлтерет пулмалла, тесе те тӗшмӗртрӗ. Тӗкӗрлӗ телефонсем мӑкӑртатаҫҫӗ те мӗлтлетеҫҫӗ. Вӑл сиксе аннӑ, чӗлпӗрне хӑйӗн ватӑ кӗсрин мӑйӗ ҫине хунӑ та малалла ҫуран утнӑ. — Аранах ӗнтӗ Фелим О`Нил канлӗн выртса ҫывӑрма пултарать, Техасра ҫав ҫӗлен таврашӗ хӑть те мӗн чухлӗ пулсан та, — тесе пӑшӑлтатнӑ вӑл хӑй ӑшӗнче. Ку, — ҫакна Лось каярахпа пӗлчӗ, — Инженерсен Аслӑ Канашӗ, — Марс ҫинчи мӗн пур ҫӗр-шыва ертсе пыракан тӗп тытӑм. Ытла хӗрӳ-ҫке эс! — сӑмахӗсене тӑсарах каларӗ Квакин. Эх, часрах сӑмах парӑр, — хӗрхенӗр… — Аташатӑн эсӗ, — хыттӑн асӑрхаттарчӗ Петр. Мӗнле майпа кӗрешӗн-ха тайлӑк вырӑнта, вӑл та минутсерен пӗрре апла, тепре капла тайӑла-тайӑла каять пулсан? — Ӗҫ кӗтмест, эпӗ вара кунта сирӗнпе юмах ҫапса лартӑм, — терӗ вӑл, кӗресшӗн мар хӑтланакан калушӗсене урай ҫумне хыттӑн шаплаттара-шаплаттара. «Клисурӑра чухне эп пӗр-пӗчченччӗ, эс те сивӗннӗччӗ, ҫавӑнтан пит хӑраттӑм, — тенӗ пек ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ ӑна. Кирлӗ ҫӗре чупӑттӑм, Халь мана ятлать кашни: Шӑлна ҫыртса лар теҫҫӗ, Хам чиперех ларнӑ чух! Э? Самантсерен йытӑ сасси уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах илтӗнсе пычӗ. — Айта! Тир сывлӑш кӗртмен, ҫакна пула аш темиҫе уйӑх хушшинче те пӑсӑлман. Кутамккара-и? Пиншак аркисене йӳле ярса, аллисене брюки кӗсйисене чиксе, Ефим Чернявкин часовой умӗнчен никама пӑхӑнман ҫын пек утса иртсе кайрӗ, часовой ҫине куҫпа та пӑхмарӗ, староста патне ҫитсен, вара хура куҫхаршийӗсене вылятса илчӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн пырӑп. Ҫак королевство пӗр пайне йышӑнакан материк, хам шухӑшланӑ тӑрӑх, Калифорнинчен хӗвеланӑҫ еннелле тӑсӑлса каякан, Америка тӗпчесе йӗрленӗ облаҫсенчен хӗвелтухӑҫ енче выртать. Ялта малтанласа ҫакӑн пирки нумай иккӗленӳ ҫӳренӗ, иккӗленнӗ те, ҫавӑнтах тавлашса та илнӗ. Ватӑ ҫын-ҫке ӗнтӗ, ҫапах пули-пулми авӑртатӑр — итлеме намӑс! Ирпе тӑхӑр сехетре «Маскаренӑн» вахтӑри матросӗ шывра пӗр ҫын карапсем патнелле ишнине астунӑ. Елена, пӗр сӑмах шарламасӑр, ун ҫине, унтан Анна Васильевна ҫине пӑхса илчӗ те — шурса кайрӗ. Йытӑсем, егерьсем илсе пычӗҫ, — чӑн-чӑн ҫар пекех килсе тулчӗҫ! Вуникӗ мӑшӑр вӑкӑрпа турттарса килнӗ ҫав ҫуртана, хӗпӗртенӗ манахсем ӑна Почайри турӑ амӑш сӑнӗ умӗнче ҫутса ямах та тӑнӑ ӗнтӗ, анчах турӑ ҫак усал шута тума паман. Пире хӑваласа янӑшӑн кӑна ҫӗр червонец! Хӑш тӗлте вӗсем? Астӑватӑп — вӑл предприяти пӗр тенкӗн кашни ҫавӑрӑнӑшӗ пуҫне вӑтӑр пилӗк процентран кая мар тупӑш памаллине тӗп-тӗрӗсех шутласа кӑларнӑччӗ. Кукушкин, ун ҫине витӗмлӗн пӑхса илсе, ҫирӗплетет: — Тӗрӗс, игуменьӑна кайнӑ! Монтанелли ҫапла ыйтни Пӑвана хӑратса пӑрахрӗ, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек ыйтни пароль сӑмахӗ пулнӑ. Эпӗ сана пуҫласа куратӑп, эсӗ кам иккенне те пӗлместӗп, эсӗ — пӑх-ха епле! Ҫунасем кӗреслисемпе пӗр-пӗрин ҫумне пырса ҫапӑннӑ, кӑштах ҫакланса ларман, вӗҫерӗнсе кайнӑ та мужиксен суни каярах юла пуҫланӑ. Пурте ҫапла пурӑннине эпӗ ун чухне пӗлмен, тӗрӗссипе вара ыттисем те ман пекех: эпир ҫеҫ ҫапла пурӑнатпӑр пуль, тесе шухӑшлаҫҫӗ, ҫакӑ намӑсла телейсӗрлӗхе ыттисенчен ҫеҫ мар, хӑйсенчен хӑйсем те пытараҫҫӗ, ӑна хӑйсем те йышӑнмаҫҫӗ. Анчах, «гуанакӑн филейне» тутаннӑ-тутанманах пурте питне-куҫне кукӑртса пӑрахрӗҫ те, чӑмласа пӗтереймен татӑкӗсене часрах сурса пӑрахма васкарӗҫ. Вӑл ӗнтӗ нервӑсем урмӑшнипе те пулӗ, ҫывӑрмасӑр ҫӗр каҫнипе, пистолет кӗпҫи умӗнче икӗ минут хушши тӑнипе тата вар-хырӑм пушаннӑран та килет пулӗ. Эсӗ хӑвӑн пурнӑҫӑнта нихҫан та хӗрелменни пирки эпӗ иккӗленместӗп, эпӗ кашни минутрах, мӗнпур вак-тӗвекрен! — терӗ вӑл, хӑй ҫав вӑхӑтрах хӗрелсе кайрӗ. Хам мӗнле ҫырса панӑ, пӗтӗмпех ҫавӑн пек пичетленӗ. Ҫакнашкал ҫынсем ытти мӗнпур ҫынсене хӑйсене пӑхӑнтарса усраҫҫӗ. Ҫавӑншӑн пурӑнас-и вара? Никам умӗнче те парӑм ҫук манӑн, сан умӑнта та, хамӑн карчӑк умӗнче те, ну сире, анчихристсем, хӑпӑр эсир ман ҫумран, тупата турӑшӑн. — Икӗ енӗ те кӑштах вӗриленчӗ. Унӑн ӗҫӗ тата ҫакӑн пирки йывӑрланнӑ: чаҫрен госпитале ӑна васкаса илсе пынӑ та, хӑйпе пӗрле япала, продовольстви тата укҫа илмелли аттестатсене те парса яман, анчах вӗсене ҫӗнӗрен тутарасси ҫинчен Алексей вӑхӑтра тӑрӑшман. Мӗнле ачаш та шанӑҫлӑ пулчӗ! — Тем мар, Володя, тем мар, чунӑм, — аллипе пӑрса ячӗ вӑл ӑна. Эвкалипт йывӑҫҫисен вӑрманӗ куҫ умӗнчен таҫта ҫитичченех пӗр пек колоннӑсен ӗречӗпе тӑсӑлса каять. Вӗсен ҫийӗн темиҫе хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет. Паллах, Дикӑн нимле шанчӑк та ҫук. Ашшӗ пӑр ҫӑтать те, иккӗленнӗ пекрех ассӑн сывласа илсе, малалла калать: — Ман ҫылӑхшӑн эсир судьясем мар, анчах Ульяна айӑплӑ мар. Озеров капитан блиндажран сиксе тухрӗ. Ку вӑхӑтра, салӑ вӑрланӑшӑн хӗртсе илнӗ кушак пекех хӑраса, Иван Яковлевич цирульник алӑкран хӑюсӑррӑн пӑхрӗ. Священниксем хӑйсен вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ, тияккӑнсем, кардинал патне пырса, ӑна аллинчен тытрӗҫ. — Юрать! Ун умӗнче эпир тӗттӗм, чӗмсӗр ушкӑнпа тӑтӑмӑр. — Устин каллех хӑй урине кӑштах таптаман лашине хӑмсарчӗ. Каллех ҫавӑн пекех уй, вырӑнӗ-вырӑнӗпе сухаланӑ та хура, вырӑнӗ-вырӑнӗпе симӗсӗн курӑнать, йӗпе чавкасемпе ҫӑхансем пур, пӗр евӗр ҫӑвакан ҫумӑр, витӗр курӑнман йӗпе куҫҫуллӗ пӗлӗт… Сирӗн документӑрсем… — Лайӑх вырӑн-ҫке кунта, — терӗ Огнянов, — ҫак илемлӗ ҫӗршывра пурӑнса, ун чечен илемӗпе эсир лӑпкӑн савӑнатӑр, ӑнтарнӑ эсир ҫак вырӑна суйласа. Кӗтесре тепӗр вырӑн пеккискер курӑнса тӑнӑ. — Вун сакӑр хут пеме ҫитет, — терӗ Соколов. Пач та кӗтменччӗ эпӗ куна, ман сӑмахсем Олеҫҫӑна ним те тӗлӗнтермерӗҫ темелле. — Эпӗ Миронов капитан хӗрӗ. Пӗчӗк хунарне ҫутнӑ та вӑл картӑ ҫиле пӑхкалать, — малалла каймалли ҫула палӑртать. Этеме, ыйтса-туса тӑмасӑрах, ӗлӗкхинчен те ырӑ кӑмӑллӑрах та лайӑхрах ҫын тӑвакан юрату-и вӑл? Идейӑна куҫ умӗнченех илсе кайрӗ — тӗрӗс тӑрать. Сана Белогорск крепӑҫӗнчен ӑҫта та пулин аяккараха, санӑн ухмахлӑху сӗвӗрӗлсе иртсе каймалла ҫӗре яма ыйтса, халех Андрей Карлович патне ҫыру ҫыратӑп. Мана вӑл хам ӗмӗтленекен улах утрав тупма пачах та май ҫукки ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, эпӗ хам ҫуртра мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума, чӑн-чӑн хуҫа пулса пурӑнма пултаратӑп-мӗн. Унӑн пит ҫӑмартийӗ манӑн пит ҫӑмартипе пӗрлешрӗ, хам питӗм ҫинче унӑн ҫулӑм пек вӗри сывлӑшне туйрӑм эпӗ. Ҫук, эсӗ акӑ мӗн, ҫавсем ҫине пӑхасчӗ сан… леш, паян апатра пулнисем ҫине… Тепӗр минутран, алӑксем уҫӑлнӑ та, вӑл государыня пӳлӗмне кӗнӗ. Эпир малалла кайрӑмӑр. Ӑна Павел халех ӗҫ пӑрахса киле килессӗн туйӑнчӗ, анчах та вӑл килмерӗ-ха. — Пӗлетӗн-и, эпӗ ҫаплах шухӑшлатӑп: хӗре юрататӑн пулсан, ӑна ун ҫинчен каласа памаллах, унсӑрӑн нимӗнле усӑ та пулмасть! Вӑл Устинӑн тарлӑ аллинчен чӑпӑркка аврине ҫӑмӑллӑн туртса илчӗ, аллине хытӑ сулса, чӑпӑрккана ҫултан инҫене ывӑтса ячӗ. — Юрату, — ассӑн сывласа каланӑ май, Дубцовӑн сасси те илтӗнмерӗ; вӑл, ӗмӗтленнӗ пек, куҫне ҫамка ҫинелле хӑпартса ячӗ те унӑн тӗксӗмрех чечче пичӗ ҫине пӑхсан Куприяновна та тӳссе тӑраймарӗ. Хӗрарӑмсем уласа макӑраҫҫӗ; арҫыннисем тӑташах куҫҫулӗсене аллисемпе шӑла-шӑла илеҫҫӗ. Ку Юпитерӑн пӗр ҫулталӑкӗ Ҫӗр ҫинчи вуникӗ ҫулталӑкпа танлашнине пӗлтерет. Юпитерӑн талӑкӗсем питӗ кӗске: пурӗ те 10 сехет — 5 сехет кун ҫути пулать, 5 сехет каҫ тӗттӗмӗ. Чӑнах та, пӗр вунӑ ҫул каяллах пулас ӗнтӗ, тӗрӗсрех каласан, хӑйне сума сӑвакан ывӑлне Петьӑна службӑран чӗнсе илнӗренпе, Анна Дмитриевна хӑй пурнӑҫӗн йӗркине тӗпрен улӑштарать. Рыбин вӑраххӑн хывӑннӑ май, калаҫма чарӑнмарӗ: — Ҫапла ҫав, каллех мужик пулса тӑтӑм. Вӗсем ал айне лекнӗ айӑпсӑр ҫынсенех ярса илнӗ те, халӑха хӑратмашкӑн тесе, вӗсене правлени ҫурчӗ умӗнче персе вӗлернӗ. Вӗлернисем хушшинче колхоз председателӗ — халӗ хӑйсем староста тунӑ ҫын, вунӑ хресчен, икӗ колхоз бригадирӗ тата ача садӗнчи ачасене вӗрентсе ӳстерекен Вероника Григорьевна пулнӑ. Давыдов кулса ячӗ. Кунтан хӑҫан та пулин ирӗке тухсан ӳлӗмрен нихҫан та тӗрме ҫынни пулма килӗшместӗп, пысӑк шалу парсан та», — тет Джим. Куҫ-пуҫне чарса пӑрахнӑ Вакула Пацюк ҫине тинкерсе пӑхрӗ, ун ҫамки ҫине ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине ҫырса хунӑ тейӗн. Эпир асли патне ҫитеймерӗмӗр-ха. Р. князь ҫак пикене ҫав тери хытӑ юратса пӑрахнӑ; пике хӑй те ӑна вӑйлӑ юратнӑ. Аппарата ҫӗмӗрекен салтаксем ӳлесе-ҫухӑрса суха кассисенче, кактус чӑтлӑхӗнче пытанса ҫухалчӗҫ. Тӑван ҫӗрте те выртас ҫук ӗнтӗ эпир, шывран тӳрех хаяр суда каятпӑр. Фома, хӑй ҫине такам пӑхнине сиссе, пуҫне ҫӗкленӗ те хреснашшӗпе куҫа-куҫӑн пулнӑ. Ӑнлантӑр-и? Джо курткине хуҫлатса лартнӑ тӗлтен булавка туртса кӑларчӗ те арестленӗ сӑвӑса вӗрентес тӗлӗшпе хӑйӗн юлташне пулашмӑ пуҫларӗ. — Пуҫне касса татнине? — Ҫавӑ ҫав! — терӗм эпӗ Пугачева. — Хӑвӑрах вӗсенчен вӑхӑтра уйӑрӑлса, государынян ыркӑмӑллӑхне парӑнма тӑрӑшсан, аванрах пулмӗ-и? — Тен, ҫакӑнта пытарнӑ купса хир тӑрӑх ҫӳрет? — терӗ Дымов. Тинӗс ҫине кайиччен тата бандит пуличчен вӑл турра ӗненекен ҫемьере воспитани илнӗ. Подвал алӑкӗ кӗмсӗртетсе яри уҫӑлчӗ те, унтан дворник чупса тухрӗ. Журина! — васкавлӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. Ӑна тӗттӗмре хӑйӗн ҫурчӗ патнелле пур енчен те темле тӗлӗнмелле тумланнӑ ырӑ мар ҫынсем, пӗшкӗнсе, йӗри-тавралла пӑхкаласа, хуллен йӑпшӑнса килнӗ пек туйӑнчӗ. Эсир Миллеровӑна кайнӑ чухне сире хирӗҫ тӑрас-мӗн пулсан, Миллеровӑна кӗмесӗр, Каменск патнелле кайӑр, акӑ ҫак маршрутпа, — Полковник кӑвак кӑранташпа карттӑ ҫине тӳрӗ йӗр туртса хучӗ. — Кайӑк-кӗшӗксемпе выльӑх-чӗрлӗх пирки райкомран директивӑсем пулман, — терӗ шӑппӑн Нагульнов. Йӗнер ҫинчен аялалла тирпейсӗррӗн пӗкӗрӗлнӗ Бек-Агамалов офицерсен аллисене чӑмӑртаса тухрӗ. Темле ҫапла Якӑв Лукич хыпарпа килнӗ пӗр ҫынтан шӑппӑн:— Эсӗ ӑҫтисем, станишник? — тесе ыйтма хӑйрӗ. Бомба хумӗпе вӑл телеграф юпи ҫине ҫапӑннӑ та халӗ унӑн пӗтӗм сулахай енӗ вӑхӑчӗпе «чӑтма ҫук сурать». Эпир, ҫавӑн пек ӗҫе эрнекун тапратса янӑ пулсан, шутсӑр усал инкек курма пултараттӑмӑр. Нимӗҫ вара Вавжона Америка ҫинчен тем те пӗр каласа тӗлӗнтерчӗ, ӑна пӗр пуссӑрах кунти пӗтӗм ялӑннинчен пысӑкрах ҫӗр, ун ҫумне тата вӑрман, ҫаран хушса пама пулчӗ. Ача халӗ кӑна шӑхличӗ каласа ывӑннӑ та, ҫуллахи каҫ лӑпкӑлӑхӗпе тӗлӗрсе, курӑк ҫинче выртать. Таткаланса, лучӑрканса пӗтнӗскер, вӑл, кӑкӑрӗпе сӗтел хӗррине ҫапӑна-ҫапӑна, пукан ҫинче сулланса ларнӑ, хӑй ҫав вӑхӑтрах темскер мӑкӑртатнӑ. Павел Петрович кӑштах кӑвакарса кайрӗ… Тен, трамвай ҫинче укҫасӑр ҫӳреме пулать тенине ҫавӑн пек ӑнланнӑ пулӗ вӑл. Каретӑра икӗ хӗр ларать. Ку хӗрхенӳсӗр ҫапӑҫу пулнӑ. Чӑнах чуллӑ ҫӗрсен пӗрлешӗвӗн чӑн-чӑн утрав хапхи палӑрма пуҫларӗ. Исидора вӑйпах кӗрсе каяс темен. Тен, вӗсем сан валли мӗн те пулин тутлӑраххине пама кӑмӑл тӑвӗҫ. Тепӗр чух слонӑн ҫӗр утмӑл фунт таякан асав шӑлӗсем тӗл пулнӑ, вӗсене океан хӗрринчи факторисене йӑтса ҫитерме икӗ ҫын кирлӗ. Ҫынҫиенсен кӗрекинче повар пуласси — ытлашши тӗлӗнмелле йӑпанчӑк пулнӑ! Хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫнисӗр пуҫне Ефимушка урӑх ним ҫинчен те калаҫмасть, ӗҫлессине те вӑл пӗр тикӗссӗн ӗҫлемест, — хӑш чухне пит аван, хӑвӑрт ӗҫлет, хӑш чухне унӑн ӗҫӗ ӑнмасть, йывӑҫ мӑлатукӗ тӑрӑсене ӳркенсе, тӑрӑшмасӑр ҫыпӑҫтарса хурать, шӑтӑксем хӑварать. Луиза аялалла пӑхса илчӗ. Ун хыҫӗнче шӗвӗр хӑлхаллӑ хӗрлӗ йытӑ ларать. Апла пулсан, йӗкӗт, ҫынсене ачашланипе ҫавӑрас пулать, пирӗн хушӑмӑрта хӑнӑхнӑ пек — пуленккепе мар, — ҫапла-и? Йынӑша-йынӑша илет, чӗркуҫҫийӗсемпе ҫӗре сӑтӑрса упаленет, аллисене пӗрре ҫӳлелле ҫӗклет, тепре хӑйӗн кӑкӑрне яра-яра тытать. Адвокатсем законсем тӗлӗшпе тӗплӗ вӗренмелле-и е вӗсене вырӑнти йӑласемпе халӑх йӑлисене ахаль пӗлнипех ҫитет? — А, щетка! Эс хӑвах каларӑн ӑна монастирте курчӗҫ тесе. Марийка ӑна хирӗҫ сӑмах чӗнес вырӑнне сарай алӑкне шалт тутарчӗ. Ӗҫе кӗни те икӗ кун кӑна-ха, халех ача-пӑчасем иртсе ҫӳреме памаҫҫӗ. Эсӗ, Давыдов, ыран пӗрмаях ура айнелле пӑхса ан пыр, ытларах йӗри-тавралла интересленсе пӑхкала… Устин шухӑшне Давыдов пит лайӑх ӑнланса илчӗ, анчах хӑйне текех тытса чарма пултараймарӗ вӑл. Ӗлӗк икона ҫырас ӗҫ таса ӗҫ пулнӑ, халӗ — художество анчах, ҫапла ҫав, турӑ ҫыннисем! Ҫав тухтӑрсем, арӑма пӗр намӑсланмасӑр салтӑнтарса хыпашлаканскерсем (вӗсене манӑн уншӑн тав тумалла, укҫа тӳлемелле ӗнтӗ) — вӑт ҫав тухтӑрсем ман арӑмӑн ӗмӗртме юрамасть терӗҫ, вара ӑна кокетка пулма чӑрмантаракан пӗртен-пӗр япалана та пулин пӗтерсе хӑварчӗҫ. — Мӗн тума кирлӗ пире сан приказу? Вӑл хӑйне кам хӗненине каласшӑн пулмарӗ, анчах Ерданская ӑна Степа Барский, икӗ пожарнӑй тата мордва ҫынни, Воропоновӑн дворникӗ хӗненине пӗлчӗ. Унӑн пичӗ ҫинче темле тӗксӗм хаярлӑх капланса тӑни сисӗнчӗ. Нихӑҫан та ӗненес ҫук эпӗ ӑна! Марко каласа пӗтерме те ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк картишӗн тӗттӗм кӗтессинче темӗн йӑтӑнса анчӗ, чул хӳме тӑррине витнӗ черепица ванчӑкӗ ҫӗрелле тӑкӑнчӗ. — Эсӗ ӑна нумайранпа пӗлетӗн-и? Хытӑ ҫапнипе спекулянт такамсен пуҫӗсем ҫине аялалла сирпӗнсе анчӗ. Тытӑнса пӑхӑр-ха! Ахальрен мар Англи кӑмӑл тӗлӗшӗнчен пӑсӑлнӑ ҫынсене ҫакӑнта килсе ярать. Пӗр-пӗр магазинра, тейӗпӗр, эпир кассӑ умӗнче тӑратпӑр та ҫакӑн пек сӑмахланине илтетпӗр:— Илнӗ япаласемшӗн сирӗн ҫирӗм пӗрчӗ пӑрӑҫ тӳлемелле, — тет кассир. Сана ҫакӑн пек калаҫни тӗлӗнтернӗ те, култарнӑ та пулӗччӗ. Анчах тахҫан авал чӑн та ҫапла пулнӑ, хура пӑрӑҫ ун чухне укҫа вырӑнне ҫӳренӗ, хырҫӑ-марҫӑшӑн пӑрӑҫпа тӳлесе татнӑ, пӑрӑҫпа пӳрт-ҫурт та хирсем, карапсем туяннӑ. Чӑнах та, Засекина княгиня пуян хӗрарӑм пулма пултарайман: вӑл йышӑннӑ флигель ҫав тери кивӗ те тӑвӑр, лутра, кӑшт пуянрах ҫынсем унта пурӑнма килӗшмен пулӗччӗҫ. Кандова вӑл хӑй ҫумӗнчен ним мар тӗксе ячӗ те, лешӗ стенана пырса ҫапӑнчӗ. Ганс ман хыҫӑмран, ун хыҫҫӑн пичче утса пыратчӗ. — Кайма пултараймастӑп, — терӗ Гек. — Вӗсем вӑрансан, эпӗ тӳрех вилсе каятӑп. Ман чӗрере сасартӑк йывӑр асаилӳсем вӑранаҫҫӗ. Пур пӗрех вӑл тӑр-пӗччен те пӗр хӳтлӗхсӗр юлнӑ ҫынна кӳрентерес ҫуках. Хуҫисем ӗнтӗ ун патне ҫав тери хӑнӑхса ҫитрӗҫ, вӑл пырайман чухне тӗлӗнеҫҫӗ вара. Хайхискер ҫав кӗнекене пӗтӗмпех вуласа тухрӑм та, Кораблев улталать, манӑн хама хам тытас хӑватӑм ҫирӗп, терӗм. Ҫул ҫинче выртакан чулӑн нимӗнле усал шухӑш ҫук пек туйӑнма пултарать, анчах ӑна ҫапах та айккинелле илсе пӑрахмалла… О, ҫакна тӳрӗрех тума пулсассӑн, Эпӗ сире пулӑшма хирӗҫ мар, — Эсир Пӗтӗм тӗнче потопӗшӗн тӑрӑшатӑр, Эпӗ, савӑнсах, ковчег айне торпеда чикӗп! Сирӗн татах шухӑшласа пӑхас килет пулсан… Эсир ирӗклӗ-ха, Дмитрий. Эпӗ мӗнпур вӑйӑмпа руль ҫине выртрӑм. «Испаньола» сасартӑк ҫаврӑнчӗ те, лутра йывӑҫсем ӳссе тулнӑ ҫыран хӗрринелле ыткӑнса пычӗ. Акӑ сана ҫитес кунсенче мӗн-мӗн тумаллине калатӑп. Вӑрлӑх фондне пӗтӗмпех пуҫтарса ҫитермелле, ака тӗлне инвентарьсене юсаса хатӗрлемелле, коллективизацие ҫӗр процента ҫитерме тӑрӑшмалла. — Ку тӗрӗс. — Ну, юрать, эсир ҫине тӑрсах ыйтатӑр пулсан калам: тӗрӗс, — терӗ вӑл ларсан-ларсан. Акӑ мӗнреччӗ ӗҫ: темиҫе кун маларах вӑл ӑнсӑртран пӗр калаҫу сыпӑкӗсене илтрӗ, шӑпах вӗсем ҫуратрӗҫ те ӗнтӗ ҫывӑх та кӗтмен пулӑшу килес шанчӑка. — Кӑтартрӑм, — тавӑрчӗ Лукашка, буркине сарса. Хӑрушлӑх ҫывхарать, сыхлансах тӑмалла. Сансӑрах майлаштарӑпӑр». Эсир ман ҫырӑва илнӗ-и, Том? Час-часах харкашаҫҫӗ. Кашни юпа ҫумӗнчех аллине кӗсйине чикнӗ пӗр-пӗр наян таянса тӑрать, аллине вӑл хыҫкаланмалла пулсан е кама та пулин чӑмламалли табак кивҫен памалла пулсан кӑна кӗсйинчен кӑларать. Берсенев вара Анна Васильевнӑпа калаҫма пуҫларӗ, Елена хӑй пӳлӗмне кӗрсе чӗркуҫленсе ларчӗ те, турра тав туса, кӗлтума тытӑнчӗ… Вӑл — чикесӗр тулли савӑнӑҫ, ҫылӑх, хаярлӑхпа тарӑху тата тавӑру туйӑмӗн тӗсӗ. Пӑлхавсем вӑхӑтӗнче халӑх массисем хӑйсен кӗрлесе-вӗресе тӑракан туйӑмӗсене хӑйсен пуҫӗсем ҫийӗн ҫулӑм пек варкӑшакан хӗрлӗ ялавпа ҫыхӑнтараҫҫӗ… Анчах эсӗ каллех ӑнланмастӑн вӗт?.. — А! апла пулсан, эпӗ те ун патне каятӑп… Тӑван вырӑнсене курас килнипе вилеслех тунсӑхласа ҫитрӗм! — терӗ те айӑплӑн кулса ячӗ. Ирхине ултӑ сехетре, хуралтан кайиччен, салтак алӑка уҫса камерӑна кӗчӗ. Вӗсем хушшинче ҫур стангран пысӑк мар вырӑн йышӑнакан вӑрмансем лараҫҫӗ. — Тавтапуҫ. Ун пуҫӗнче кӗтмен шухӑш ҫиҫсе илчӗ. — Юнашар пӳлӗмрен Полозов хаҫат йӑтса тухрӗ. Сивӗпе чӗтренсе тата йӗпенчӗклӗн хутланса, Егорушка лачкам йӗпеннӗ пальтине хывса пӑрахрӗ, унтан, урисемпе аллисене саркаласа, хускалмасӑр тӑчӗ. Ҫапла каласан, капитан ман тӑн-пуҫ тӗрӗс-тӗкелли пирки иккӗленсе тимлӗн пӑхрӗ те мана хам валли хатӗрленӗ каютӑна кайса лайӑхрах канма хушрӗ. Каймансем таҫта тарса пытаннӑ, пӗри кӑна хӑйпӑнса тухнӑ тымарсем ҫине хӑпарчӗ те, ҫулҫӳревҫӗсем патнелле пыма пикенчӗ. Уранӑн тӗнӗлӗ хӑшпӗр чухне хӑйӗн пӗр вӗҫӗпе Хӗвел еннелле тӑрать. — Пирӗн пуҫламалла! — аса илчӗ те вӑл, каччи аллинчен тытса, пӗҫ кӑкӗ таврашне пит чиперрӗн кӑна пӑркалантарса-вылянтарса та тармаклӑн кулкаласа, малалла тӑлт-тӑлт вӗтӗртетрӗ. — Ҫав правилах Святая Елена утравӗ ҫине илсе ҫитерчӗ те ӑна, — терӗ те отец Алексей, унӑн тузне козырьпа витсе хучӗ. Половцев Островнов патне тачах пырса тӑчӗ, аллине ун хул пуҫҫи ҫине хучӗ, килӗшӳллӗн йӑл кулчӗ. — Вӑл ҫыру пур-и сирӗн, Том? — тесе ыйтрӗ майор, ҫак сӑмахсемпе питех те интересленсе. Аҫаҫури ҫепӗҫӗн йӑл кулса:— Мӗншӗн вара? — тесе ыйтатчӗ. Оленин ун ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗ, кулса ячӗ те каллех ҫырма пуҫларӗ. 1. …Ҫак вырӑна пурнӑҫ епле ҫывхарнине пӗлсен, тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ, пит инҫетре пек туйӑнатчӗ-ҫке вӑл мана. Илинька — ырӑ та тӳрӗ кӑмӑллӑ тата ӑслӑ ҫамрӑк, анчах унӑн япӑх енӗ пур; вӑл тӑтӑшах пӗр сӑлтавсӑр хӑйӗн кӑмӑлӗн шайне чикӗ урлӑ каҫарса ярать — е вӗҫӗмсӗр йӗрет, е вӗҫӗмсӗр кулать, е кашни вак-тӗвекшӗн кӳренет; халь унӑн кӑмӑлӗн шайӗ шӑпах юлашки евӗрлӗ пӗк туйӑнать. Матросӑн яш пурнӑҫа пӗтерме вӑхӑт! Суд коридорӗсенче тата залӗнче ӑна айӑпланакан ҫынсен тӑванӗсем тӗл пулчӗҫ. Тата кӑшт тӑхтасан, карчӑк пынӑ та валашкине илсе тухнӑ. Вӑл ерипен, сыхланса ман кӑкӑр ҫине утса пычӗ те янах патне ҫывхарчӗ: эпӗ куҫа уҫса пӑхсан, хам умра ултӑ дюймран ҫӳлех мар ҫынна куртӑм; вӑл аллисемпе ухӑпа ҫӗмрен тытнӑ, ҫурӑмӗ хыҫне ухӑ йӗнни ҫакнӑ. — «Мӗн пулнӑ вара?» — «Акӑ мӗн пулнӑ: пирӗн тырпул магазинӗсем пурте юсавлӑ та йӗркеллӗ, унтан лайӑхрах та йӗркеллӗрех тума та май килмест; сасартӑк пирӗн пата чиновник пырать те, магазинсене пӑхса тухма хушнӑ, тет. Илсе пӑрах, тухатмӑш карчӑк! Сехет те иртмӗ, вӗсене пурпӗрех хуса ҫитӗҫ, вӗсем ҫынҫиенсен аллине лекӗҫ. — Ав, епле, ҫемҫе тытнине пула, хӑюлланнӑ вӑл. — Манӑн ӑна каҫару ыйттармаллаччӗ-ҫке-ха? — терӗ хӗр, шӑннӑ пирки хулпуҫҫине сиктеркелесе. Вӗсем ял халӑхне Германие харпӑр ирӗкӗпе яланлӑхӑ ӗҫлеме кайма вунпилӗк ҫын уйӑрса пама хушнӑ. Ку ҫынсене ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче уйӑрса памалла пулнӑ. Эпӗ алла туртса илтӗм те ним чӗнмесӗр ун ҫине сиксе ӳкрӗм. Хӗрарӑмсенчен пуринчен ытла Гинка шавларӗ, пьесӑна вӑл пӑхмасӑр пӗлет, хӑйпе юнашар ларакансене вара пӗрремӗш курӑнура граф мӗн-мӗн калассине сӑмах вӗҫҫӗн сӑмах тенӗ пек каласа тӑрать. — Сана ҫӑмӑлтарах-и, ачам? — ыйтрӗ Уэлдон миссис, чирлӗ ачине чӗри ҫумне пӑчӑртаса. Гро-Ален ӑна маларах курчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Пӗчӗкҫӗ тискер кайӑк! Килсе ҫитекен ҫавра ҫилсенчен пӗри фургон ҫумне пырса ҫапӑнса, саланса кайнӑ пек пулнӑ та сывлӑша хуп-хура тусан тултарса лартнӑ. Иккӗмӗшӗнчен — манӑн мӗн, кушаксемпе йытӑсемпе, Мавринпа хутшӑнса пурӑнас-и? Вӑл ун чухне хапха тӑрри ку енче тулашӗнчипе танлаштарсан нумай шалалла кӗрсе тӑнине тавҫӑрса илме пултараймарӗ. Сана ҫак хут таткине пама хушнӑччӗ», терӗ Левко. Лукичӗ ҫитнӗ-ҫитменех правленине кӗрсе кайрӗ, Ҫеменӗ ҫунасем ҫинчен тырӑ тултарнӑ пысӑк михӗсене йӑтма тытӑнчӗ. Ӗҫпе каян ху — атӑ е пушмак тӑхӑнмаллаччӗ. Давыдов васкаса пӗр кружка ӑшӑ сӗт ӗҫрӗ, хыт ҫӑкӑр таткине чӑмласа пӗтернӗ чух Нагульновӑн хӑла лаши ҫине утланнӑ, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, яланхи пек мар йӳрӗк Устин калинкке умне чуптарса ҫитнине курчӗ. Петька ҫине тӑрсах машинистра ӗҫлет тесе ӗнентерме тӑрӑшать. Ҫав намӑссӑр суеҫӗ епле вӗлернине хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларса, нимӗн именмесӗр калама пуҫласан, Гекльберрипе Том хӑраса, тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ, куҫпуҫӗсене те чарсах пӑрахрӑҫ. Ачасем кашни минутрах уяр пӗлӗт ҫинчен Джо пуҫӗ ҫине кӗҫех аҫа ҫапӗ тесе кӗтсе тӑчӗҫ, турӑ ҫитересси час пулманнинчен тӗлӗнчӗҫ вӗсем. Кунта ӑна Негоро вилесле амантнӑ, ҫаратса пӑрахса хӑварнӑ. Пӗлӗтре, таҫта ҫӳлте, ту ӑмӑрт кайӑкӗ ҫаврӑнса вӗҫет: те пӗр-пӗр ҫӗрте виле тупнӑ ӗнтӗ вӑл, те пӗр хускалмасӑр выртакан ҫынна виле вырӑнне хурать-ши. Ну-ка, кам кантрана тӗкӗнме хӑйӗ! Унта кӑлканӑн шурӑ тӗтӗм евӗрлӗ ҫилхисем, тӑварлӑ тӑпран шӑрӑхпа типсе, ҫуркаланса пӗтнӗ мӑкӑрӑлчӑкӗсем курӑнаҫҫӗ, чӗтресе тӑракан ӑрша пайӑркисем юхаҫҫӗ, кӑнтӑр тӗлӗнчи шӑрӑх пуҫланать. — Ҫапла, вӑхӑт ҫитнӗ! — терӗ майор. Унра, чунӗ тӗпӗнче, темӗнле пысӑк та йӳҫӗ туйӑм хӑпарса пынӑ, вӑл ҫав туйӑмӑн ӳсӗмне сӑнанӑ, — чӑнах та вӑл ӑна ӑнлансах пӗтереймен, анчах чун пӑшӑрханӑвне, чун мӑшкӑлне лайӑхах сисе пуҫланӑ. Вӑл манран Иван Кузмич ҫинчен, ӑна вӑл манӑн кум тесе, тӗпчесе пӗлме тытӑнчӗ. Ман сӑмаха хӑй тата, тӑтӑшах урӑх ыйтусем парса е вӗрентӳллӗ сӑмахсем хуша-хуша каласа парса, чарса лартать. Анчах-тӗлӗнмелле! — ҫав сӑмахсем хыҫӗнче мана хуйхӑпа намӑс пур пек туйӑнатчӗ. Мӗскӗн ачан чӗри хытӑран та хытӑрах нӑйкӑшма пуҫларӗ; хура горизонтра тӑтӑшран та тӑтӑшрах ҫиҫӗм ҫиҫет, тӑтӑшран та тӑтӑшрах бомбӑсем шилетсе ҫурӑлаҫҫӗ. Ун тӗлӗнчех ҫурӑлаҫҫӗ вӗсем. — Пӗрремӗш номерлӗ форма тӑрӑх пурне тӗ чӗнмелли сигнал паратӑп. Темӗнле хӗр аллинчи ҫыххипе Фома ҫине пырса тӗкӗннӗ:— Ах, каҫарсамӑр… — тенӗ хӗр. — Марс историйӗ пӗтнӗ. Доктор Козельцов суранне кӗпипе витрӗ те пӳрнисене пальто арки вӗҫӗпе шӑлса илчӗ. Суранланни ҫине пӑхмасӑрах вӑл тепӗрин умне пырса тӑчӗ. Волошинӑн питҫӑмартисем тӑрӑх тар патлатса анма пуҫларӗ. Сайра-хутра ҫеҫ эсир кунта пӗччен ҫул ҫӳрекене тӗл пулма пултаратӑр. Сыв пулӑр, барыня, — аҫу пирки питӗ ҫирӗп вара эсир! — Ирӗк парсамӑр, господасем, чаплӑ фокус кӑтартатӑп акӑ сире эпӗ! — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Тальман. Пӗррехинче Мересьев, процедура хыҫҫӑн ҫывӑрса кайнӑскер, унӑн аслати пек сассине илтсе вӑранса кайрӗ. Чӑнах та, Чезаре, эсир ун ҫине сӑлтавсӑр ҫилленетӗр. — А, шуйттан патне, ҫырӑр комиссине! — хӑрӑлтатса илчӗ Мересьев, пукан ҫине йывӑррӑн ларса. Акӑ ӗнтӗ вӑл машина айӗнчех. Эпир пырса кӗнӗ чухне хуҫа пире тахҫанах курнӑ ҫынсем пек шутласа «телейлӗ пулӑр», тесе ырӑ сунчӗ, кунсӑр пуҫне тата питҫӑмартисенчен чуптурӗ. Лаггнегг ҫыннисене хисеплесе тав туни. Палатӑри тӑваттӑмӗш ҫын, бинтласа пӗтерни, кун каҫипе те хӑй ҫинчен нимӗн те каламарӗ, анчах Степан Иванович, тӗнчери пур япалана та пӗлекенскер, Мересьева хуллен кӑна унӑн историне каласа пачӗ. Ял Совет исполнительне ниҫта та тухма хушмарӗ, вӑл пулӑшнипе, вӑрлӑхлӑх тырӑ кӳрсе пама килӗшменшӗн тата виҫӗ колхознике пушӑ пӳлӗме хупса питӗрсе лартрӗ. Вӑл вара хӑйӗн аллисене куртка кӗсйи патнелле тӑсрӗ. Тӳрех курӑнать, вӑл суя ятпа ҫӳрет, такамран ҫын ячӗсемпе тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен ыйтса пӗлнӗ те кунта килнӗ; эсир, ав, ӗнентерчӗ тетӗр, ҫитменнине тата, хӑвӑрӑн кирек мӗне те пит хӑвӑрт ӗненекен тусӑрсем ултав серепине кӗртсе ӳкереҫҫӗ сире, вӗсен кӑшт ӑслӑрах пуласчӗ хӑть. Чи усал ҫын та ӑна хӗрхенмелле пек. Эсир ҫырӑва аякран та палласа илме пултаратӑр вӗт? Кам тапӑннӑ? — Ну, мӗнле килӗшрӗ-и вӑл сире? Ҫӗрле 12 сехетре каҫхи апат лартса пачӗҫ — типсе хытнӑ чӑкӑт татӑкӗ те темӗнле пӗчӗк аш куклисем, вӗсем мана тӗрлӗ паштетсенчен те тутлӑрах пек туйӑнчӗҫ; эрех пӗр кӗленче кӑначчӗ, кӗленчи те тӗксӗмччӗ, сарлака туталлӑччӗ, эрехӗнчен те хӗрлӗ сӑрӑ шӑрши кӗретчӗ; тепӗр тесен, ӑна никам та ӗҫмерӗ. Эпӗ флигельтен ӗшенсе, савӑнӑҫлӑн тухрӑм: уйрӑлнӑ чух Зинаида ман алла хытӑ чӑмӑртарӗ те каллех вӑрттӑн кулӑпа ялкӑшрӗ. Ҫакӑн пек асапланса шухӑшласси тата тепӗр япалана пула вӑйлӑланнӑ. Эсир чирленӗ пуль, тесе шухӑшларӑм эпӗ. Ҫутҫанталӑкран пӗр тырӑ ҫеҫ ӗҫлесе илмелле. Ирӗксӗрех вара юр кӑчӑртатнине итлетӗн те хӑвна «Инҫетре, инҫетре» тенӗ сасӑ уҫҫӑнах илтӗннӗ пек туйӑнса каять. Тепӗр ҫур сехетрен вӑл хӑйӗн пӗтӗм илемӗпе ҫӗнӗрен ҫуталма тытӑнать. Халӗ ӗнтӗ тӗрлӗ сасӑпалан тӗлли-паллисӗр те суян юрлаттарса ячӗҫ ротӑсен командирӗсем вунулттӑш те: — Церемониаллӑ марша! — Свидетельство пур-и сирӗн? Е лару-тӑрусем Сильвера хӑй доктор умӗнче панӑ сӑмаха тытса тӑма хушсан та, пурпӗрех мана вилӗм хӑратса тӑрать. Тен, вӑл качча тухма пачах шухӑшламасть пуль. Ҫак кӑшкӑрнӑ сасӑра темле ҫилӗллӗ, ҫынсене пӑхӑнтаракан япала пулчӗ. Шыв сапмалли кӗпҫи шӑтӑкне пӳрнипе хупланӑ та ҫавна пула шывӗ вӗркесе сирпӗнет, сирпӗнчӗк ҫинче, асамат кӗперӗ карнӑ чухнехи пек, хӗвел ҫути мӗнпур тӗсӗсемпе выляса тӑрать. — Эпир тахҫанах вӗҫетпӗр-и? — Сысна аҫине хуллен кӑна чиксе пӑрахма шутланӑччӗ… Пӑрушӗ тата: «Му-у-ук!» тесе мӗкӗрсе илет — мӑйракисемпе ҫав старик ҫине пырса тӑрӑнать. Мӗншӗн? Санӑн чӗкеҫ шатринчен те ырӑ шӑршӑ кӗрет, факт! Акӑ унӑн япалисем: хутлатса пуҫтармалли кровать, лаша ҫурӑмӗ ҫине хурса ҫӳремелли чӑматансем, хӗҫпӑшал ҫакса хунӑ пӗчӗк кавир, сӗтел ҫине лартса тухнӑ туалет тумалли вак-тӗвексем. Эпӗ хамӑн ывӑла йӑтатӑп… Меню ытлашши мар пулсан та, ҫулҫӳревҫӗсем ӗмӗрне курман пек ҫиеҫҫӗ, ҫининчен те ытларах пӗр-пӗринпе калаҫаҫҫӗ. — Ҫавӑ. Санӑн та, хӑвӑн телейӳшӗнех, хӑҫан та хӑҫан хӑвна пӗр арӑм ҫитнине куратӑн, пӗр арӑмпах пурӑнассине пӗлетӗн, ҫавӑн чухне тин авланмалла. — Ну, эсӗ, тӑванӑм, тӑна кӗр, вӑхӑт ӗнтӗ! Хӑрса кайнӑ йывӑҫсем тата ура айӗнче ҫӗрсе выртакансем питӗ нумай унта, вӑл вӑрман Ока шывӗн пӗр еннелле сарӑлса выртать, тепӗр еннелле Мускава каякан шоссе ҫулӗ тӑсӑлса выртать. Унтан, пукане ҫинчен сиксе анса, сасартӑк Фома выртакан диван патне пырса тӑнӑ. Ӗҫпе кӑмӑлланнӑ сасӑсем, мухтанчӑклӑ шав унӑн тавра ҫӗкленсе тӑнӑ; ачашшӑн ятлаҫкаласа, тарланӑ питсем ҫинче кулӑ вылятса, ӑна мужиксем таччӑн ҫавӑрса илнӗ. Оленин тӳпене пӑхса илчӗ, хӑй халь тухнӑ пӳрт ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ: унта ҫурта ҫути сӳнчӗ; вара вӑл каллех хӗрарӑмсен аяккалла каякан мӗлкисем ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. — Кунтах юлсан, пулма та пултарать. Анчах халӗ «Британи» йӗрӗсен пӗтӗмпех ҫухалчӗҫ, документсене урӑх нимӗнле ӑнланма та май ҫук, ҫитменнине тата вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче ҫитсе курман ҫӗрсем юлмарӗҫ пулсан, «Дунканӑн» Европӑнах тавӑрӑнмалла пулать пулӗ. Эсир пушӑ хирте мар пурӑнатӑр, — сирӗн тавра ҫынсем… Ҫавӑн пекех, вӑл пире хӑратать те: вӑл пире хӑрушӑ… тата ӑнланса илмелле мар вӑрттӑнлӑх ҫинчен систерет. Ӑнтан кайнӑ блефускусем эпӗ мӗн тума шутланине нумайччен чухласа илеймесӗр тӑчӗҫ. Ӳсӗр пичӗ чӗтрене-чӗтрене кайнӑ, куҫӗсем хӗрелсе шывланнӑ, тутисем хӑравҫӑ кулӑпа турткаланнӑ. Мӗншӗн юлтӑн? — хыттӑн ыйтрӗ вӑл, малтанхи картлашка ҫинчех хытса тӑракан Анна Михайловнӑна пырса ҫапӑнса. Курӑнсах тӑрать, ҫак хастарлӑ ҫынсенчен пӗри те тӳссе ирттернӗ асапсемпе хӑрушлӑхсем ҫинчен хӑйсене шеллесе калаҫасшӑн мар, вӗсем хӑйсем ывӑнни ҫинчен маннӑ. Анчах вӗсенчен кашниех мӗнпур шанчӑк сасартӑк ишӗлсе аннипе шухӑша кайса чунне ыраттарать. Чӑнах та ӗнтӗ, Тандильпе океанӑн хушшинче Грант капитана шыраса тупассине шанма пулать-и-ха вара? Паллах, пулмасть! Ҫавӑнта куҫса ҫӳрекен индеецсен аллине пӗр-пӗр европеец тыткӑна ҫакланнине Мануэль сержант мӗнле пулсан та пӗлнӗ пулӗччӗ. Упӑшки хыҫӗнчен нимӗн хӑрамасӑрах аялалла анчӗ, вӗсем часах чӑнкӑ ҫыран тӗпне анса ҫитрӗҫ. — Ак кунта калинкке пур. — Куратӑн-ҫке, пачка: ҫамрӑксемпе пурӑнатӑп та хам та ҫамрӑклансах кайрӑм ӗнтӗ, — терӗ те хӗр-манах, хӑй каллех Стефчова тӗпчеме тытӑнчӗ: — Эс пӗлместӗн те-и вара хаҫатне кам улӑштарса хунине? Павлуш тинкерсе итлерӗ те: — Шыв чӑххисем шӑхӑра-шӑхӑра вӗҫеҫҫӗ, — терӗ вӑл. Тискер ӑйӑрсем хӑлхана ҫурас пек кӗҫене-кӗҫене килни ашкӑнакан маниаксем кӑшкӑрнисене аса илтернӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗр вунӑ хут вӑйлӑрах пулнӑ. Ҫапӑҫӑва хатӗрленес тӗлӗшпе ӗҫленӗ хушӑра вӑл, хӑй сисмесӗрех, ҫынсене пур енчен те пример кӑтартнӑ, хӑй мӗне ҫирӗп, калӑпӑр, хӗл ларасса шаннӑ пекех шанса та ӗненсе тӑнӑ, ҫыннисене те ҫавнах ӗнентерсе пынӑ. Ҫыннисем те, хӑйсем сисмесӗрех, вӑл хӑйне хӑй мӗнле тыткаланине, вӑл мӗнле пурнӑҫпа пурӑннине кура ӗнтӗ, ӑна хытӑран та хытӑрах шанса, ӗненсе пынӑ. — Илсе кайӑр ӑна пирӗн пата! Ман шухӑшпа пирӗн нимӗнле тискер этемсенчен те, тискер кайӑксенчен те хӑрамалли ҫук. — Ӑҫта вӑл халь? Алексей тек ним калаҫмасӑрах одеял айне кӗрсе выртрӗ. — Марья Николаевна, кашни ҫыннах хӑй юратнӑ хӗрӗн пит-куҫӗ мӗнпур ытти пит-куҫран лайӑхрах пек туйӑннине пӗлетӗр эсир; анчах ман хӗр — чӑнахах та пике вара. Акӑ мана та ыйӑх килсе пусрӗ те, эпӗ кӑшт кӑтӑш пулса илтӗм. Ӑҫта пытанаттӑн? Ку рейдра Гвоздев танковӑй батальон командирӗ пулнӑ. Лось шӑппӑн кулса илчӗ те ӑна аллине тӑсса пачӗ: — Эпӗ эсир килнӗшӗн савӑнатӑп. Вӑл пурин ҫинчен те манса кайрӗ ӗнтӗ; хӑй аристократиллӗ хӗрарӑмсем хушшинче пулнине те манса кайрӗ, хӑйӗн ӗҫне мӗнпур чунне парса ӗҫлекен художник пек хушӑран тӗрлӗрен сасӑсем кӑларса, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн юрлакаласа илсе ӗҫлерӗ. Вӑл вырӑнта та лара-тӑра пӗлмест, кубрика та кӗрсе курманпа пӗрех. Ольшинский кӑштах сӑмсине чалӑштарчӗ. — Эпӗ вӗсем ӑҫтан иртсе кайнине кӑтартӑп. Гуляй-Полере водокачкӑн чул ҫуртне юсаса пӗр эрне ӗҫлерӗҫ, шыв тултармалли цистернӑсен динамитпа тӑпӑлса тухнӑ аяккисене тимӗр саплӑксем лартрӗҫ. Каллех ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Халтан сулӑннӑ ҫын хайне хӑй: «Ӗнтӗ пӗтрӗм» тесе шутланӑ, харсӑрланнипе ҫеҫ хирӗҫ кӗрешнӗ. — Пуҫлӑхсене пӗлтернӗ-и? Катя эсӗ-им? — Паллаймарӑн-им, Лукич? Юлашки сӑмахӗсене вӑл тулта каласа пӗтерчӗ; хӑйне кирлӗ пӗр-пӗр ӗҫпе пулас ӗнтӗ, ҫак вӑхӑтра вӑл тулалла тухса кайрӗ. Мэри Грант Джон Мангльса качча тухрӗ, ашшӗ тата Джон Мангльс пекех, Роберт чаплӑ моряк пулса тӑчӗ. Унӑн сӑмахӗсемпе эсир хуҫӑлса ӳке ҫук… Унӑн пуҫне пӗтерме хам кӑтартса патӑм вӗт тесе кайран хама хам ӳпкелемелле тӑвасшӑн эпӗ. — Грушницкий тӗрӗс калать иккен, сирӗн туйӑм ытла та мӑка тесе…. хамах куратӑп акӑ, эсир музыкӑна гастрономи енӗпе ҫеҫ юрататӑр пулас. — Дик, — сӑмах хушрӗ татах Уэлдон миссис, — Гаррис пире сутнине эсӗ тӗрӗсех пӗлетӗн-и? Халь мӗнпур Европӑра чугун ҫулсем пур-ҫке, пӑрахутсем те хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ. — Асӑрхаттарма ирӗк парсамӑрччӗ мана: эсӗ мӗн каланине пур ҫыншӑн та ҫаплах шутлама пулать ӗнтӗ ӑна… Вут ҫинче пӗчӗк хуран ҫакӑнса тӑрать, ачасем паранкӑ пӗҫереҫҫӗ-мӗн. Мӗншӗн службӑра эпӗ? Мана Лиза каласа пачӗ. — Шӳтлешессе эсӗ кайран та шӳтлӗн-ха, Титок! Ӑна кунта баржӑпа илсе килчӗҫ, баржа Окан хӑйӑрлӑ ҫыранӗ ҫумне, Ватаракшӑн симӗс шывӗ Окана кахаллӑн юхса тухнӑ тӗлте чарӑнчӗ. Эпӗ ун чухне вунулттӑраччӗ. — А вӑл мӗнле вилӗмпе вилнине эсӗ пӗлетен-и? Вӑл ылтӑн купи умӗнче ухмаха тухнӑ евӗр, хӑйӗнчен хӑй ку тӗлӗк мар-ши тесе ыйтса ӗненмесӗр ларчӗ. — Виктори провинцине тахҫанах тунӑ-и? — тесе ыйтрӗ Элен. Вӑл йӑл кулса илчӗ те хӗрелсе, пит илемленсе кайрӗ. — Эсир ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ алӑка хупса питӗрем-ха, — терӗм эпӗ. — Хатӗр-и? — ыйтрӗ Тимур. Ҫӳлех те мар, яштакаскер, вӑл кушак аҫи нӳхрепре йӗкехӳресем хушшинче сиккеленӗ пекех, мастерской тӑрӑх сиккелесе ҫӳретчӗ; ним тума аптӑраса кайнӑ ҫынсем унтан кӗтессенелле пытанса ларса, пӗрне-пӗри: «Хӗне!» тесе кӑшкӑратчӗҫ. — Тавлашакан офицерсем ҫинелле ал сыппипелен йӑвашшӑн сулчӗ Лех. Ачасем, ашшӗ, амӑшӗ, учитель пур-ши унта? Вилнӗ герцогӑн иккӗмӗш ывӑлӗ титулне те, пуянлӑхне те ярса илет, кӗҫӗнни — чӑн-чӑн тӗпчӗкӗ — манӑҫа тухать. — Сирӗн преосвященство; хӑвӑра кирлӗ пек тума пултартӑр, — терӗ вӑл салхуллӑн. Каҫхи апат ҫиме тытӑннӑ, ҫак вӑхӑтра лашасем те ҫитнӗ, станца пуҫлӑхӗ, лашасене ҫитермесӗрех, часах килнӗ ҫыннӑн кӳммине кӳлме хушнӑ, анчах, пӳртне каялла кӗрсенех, ҫамрӑк ҫын сак ҫинче ӑнсӑр пулса выртнине курах кайнӑ: ҫамрӑк ҫын пӗтӗмпе аптӑраса ҫитнӗ, пуҫӗ ыратнӑ, вӑл ниепле те кайма пултарайман… Вара эпӗ лайӑх урхамах пекех чупма пуҫларӑм. Эсӗ государӗн патшалӑхне урӑхла служить туса та унтан кая мар укҫа ӗҫлесе илме пултарнӑ пулӑттӑн… Салтак прислуга каютин алӑкӗ умӗнче аллисене пысӑк ҫӗҫӗ тытса тӑратчӗ — ҫав ҫӗҫӗпе чӑхсен пуҫӗсене каса-каса тататчӗҫ, хӑйӑлӑх вута ҫуратчӗҫ, ҫӗҫҫи мӑкаччӗ, пӑчкӑ пек катӑлса пӗтнӗччӗ. Вӑл яланах ман ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Эпӗ, вӗсенчен кӑшт аяккарах пӑрӑнса, тепӗр тенкел ҫине пырса лартӑм, палланӑ Д… офицерсене иккӗшне те чарса тӑтӑм та вӗсене темӗн ҫинчен каласа патӑм; эпӗ калани ытла кулӑшла пулчӗ пулас та, вӗсем ӑнран каясса ҫити ахӑлтатма тытӑнчӗҫ. Ку вӑхӑтра Австралипе Ҫӗнӗ Тӗнче хушшинчи Лӑпкӑ океан урлӑ тытакан ҫыхӑну, кайранхи пек, вӑйлах пулман ҫав. Хӑйне ҫанталӑк хӗрхенессе кӗтмелли ҫеҫ юлчӗ Халл капитанӑн. Ганс тикӗс ҫулпа пынӑ чухнехи пек нимӗн шикленмесӗр лӑпкӑн малалла пырать: хӑш чухне вӑл пысӑкрах чулсем хыҫне кӗрсе пирӗн куҫран пӗр самантлӑха ҫухалать; ун пек чухне вӑл хыттӑн шӑхӑрса, пире хӑш еннелле пымаллине кӑтартса парать. Трезор тапӑнма хушнӑ сигнал тесе, пӗтӗм вӑйӗпе шала сиксе ӳкрӗ. — Пустуй япала! — тавӑрчӗ хӗр уҫҫӑнах, анчах унӑн сассинче йӑл кулӑпа пӗрлех паҫӑрхи куҫҫуль те палӑрчӗ. Унтан, кула-кула, хулпуҫҫисене выляткаласа илсе, ҫапла хушса хучӗ: — Авӑ, Петр та пӗрмаях юрату ҫинчен юрлать. Темӗншӗн вӑрҫнӑ, унтан сутлашнӑ, сутра ҫӗнтернӗ ҫынни теприн патне каять те ӑна персе вӗлерет, — ҫапла тумалла пулнӑ та, ун вырӑнӗнче кирек кам та ҫаплах тунӑ пулӗччӗ. Сирӗн тусӑр мӗн ӗҫпе пурӑнать? Пурин ҫинче те — тӗтре, пурте тӗтрепе сывлаҫҫӗ, ҫавӑнпа этемсен юнӗ пӑсӑлнӑ та… ҫавӑнпа шыҫӑсем персе тухнӑ та. Калаҫаҫҫӗ, пӗр-пӗрне кӗнекесем параҫҫӗ, апат-ҫимӗҫе те пайласа ҫиеҫҫӗ. Эпӗ пӗрремӗш бригада ҫинчен калаҫатӑп-ҫке, ыран унӑн акана тухмалла, тетӗп… — Ҫисе тӑмастӑп, каятӑп. Калама маннӑ иккен-ха: кафере ларнӑ чух эпӗ пӗр чӗркӗ чечек туяннӑччӗ. Бесхлебновӑн пилӗк автан, пурте суйласа илнӗ пек пысӑк, тӗсӗ те аван, пуринчен ытла вӗсем пурте хытӑ авӑтаҫҫӗ, пӑхма сумлӑ. Пӗр минут та вӑхӑт иртмерӗ, сасартӑк ҫинҫе сасӑ: «Сывлӑх сунатӑп, Меджи!» тесе хучӗ. — Сыв пулӑр! Чи юлашкинчен Гремячий Лог хуторӗнче Андрей Разметновӑн чун савнийӗ — Марина Пояркова колхозран тухрӗ. Ҫапла, лашапа ҫаран тӑрӑх урса кайнӑ пек сиктерсе ҫӳресе, маузерне ним лӑпланма памасӑр, ҫар комиссарӗ хӑй мӗн тӑвас тенине турӗ. Пурте унта вӗсем ман ӑмӑрт кайӑксем… пултаракан ҫынсем, маттурсем. Ах, вӑл тӑна кӗме пуҫлать. Бенедикт пиччӗшӗн те, паллах, унпа пӗрле пымалла пулчӗ. Жозе Антониу Алвиш, Коимбра, Негоро, араб-чура сутуҫисемпе вӗсен хавальдарӗсем — пурте Казонде халӑхӗпе пӗрле пычӗҫ. — Эпӗ, монсиньор. Сӑнӑн та Массук арӑму пур, аннӳ те пур, эсӗ вӗсемшӗн те калаҫатӑн. Мана халь ӗнтӗ манмӑн. Пуринчен ытла мана канат ҫинче ташлакансен вӑййисем шалт тӗлӗнтерчӗҫ. Вӗсем ҫав вӑйӑсене ҫӗртен вуник дюйм ҫӳлӗшӗнче карса хунӑ икшер фут тӑршшӗ шурӑ ҫинҫе ҫипсем ҫинче тӑваҫҫӗ. Питех те аван! Шухӑшласа пӑхӑр-ха, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, Инсаров еннелле ҫаврӑнса: — эсир кунта иккенне эпӗ ӗнер каҫхине тин пӗлтӗм. Вӗсенчен пӗри, Хаджи Ровоама пике, Юрдан йӑмӑкӗ, уксахскер, пит усал элекҫӗ, Гинка май сӑмах ҫаптарса, кунта ҫук ҫынсене тек хӑртса-питлесе ларать. Bravodiovanatto! Эсӗ ҫӗнтеретӗнех!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Э? Ҫын вӑрӑм патак ҫине таянчӗ. Мана нихӑҫан та никам та ачашламан. Эпӗ хам пуҫ ҫинче хаяррӑн кӑрклатнине тата такканӑ сасӑсем илтрӗм. Сасартӑк хам аялалла пит хӑвӑрт ӳкнине туйрӑм; манӑн ҫакӑн пирки сывлӑш пӳлӗнсе ларчӗ. Юлашкинчен шыв пит хытӑ шаплатрӗ. Пӗррехинче районти хаҫатра «Первомайски» колхозри Наталья Поднебеско, «Калининри» Анна Ступина тата «Новосёлри» Елена Журина алӑ пусса пичетлесе кӑларнӑ пӗчӗк статьяна курсан, Воропаев калама ҫук тӗлӗнчӗ. Теми хӑюллӑ пулнӑ — шкул ҫумӗнче сад лартса ӗрчетесси. Ҫавӑнпа пӗрлех чул катмаксем, вут чулӗнчен якатса тунӑ сӑрланӑ япаласем те тупнӑ: ҫӗр айӗнче вӑрах выртнӑран вӗсене пӑхӑр тутӑхӗ витӗннӗ. Астрономсем ун чух ытти планетӑсен тытӑмӗ ҫинчен пӗлмен-ха, вӗсем ҫинче те пирӗн Ҫӗр ҫинчи пекех пурнӑҫ пур, тесе шутланӑ. Халӗ ӗнтӗ эсӗ кала-ха мана, Гек, Боб Тэнлер шӗпӗнсене мӗнле пӗтерме хӑтланнӑ? Джемма Санина хӑйӗн пилӗк ача пурри ҫинчен пӗлтернӗ: тӑватӑ ывӑл та 18-ти хӗрача, качча кайма хатӗрленекенскер, вӑл, пурте каланӑ тӑрӑх, амӑшӗ пек иккен, ҫавӑнпа Джемма Санина ун ӳкерчӗкне ярса парать. Анчах карета вырӑнтан тапранмасть. Анчах ун пӑшӑрханӑвӗ те ӳссех пычӗ. Командирсене вӑл пурне те хытӑ наказ панӑ: вут-ҫулӑм кӑлармалли тӗп вучахсене ҫапӑҫма пуҫличчен тӑшман ан куртӑр, кирлӗ минутсенче ҫеҫ, ӗҫе татмалла чухне, вӗсене сасартӑк ӗҫе яма тӑрӑшмалла. Старик вӗҫӗсене тимӗр лартса вунпӗр йӗпе туса хатӗрленӗ, унтан вӑл вуниккӗмӗш йӗппине тума тытӑннӑ та кунпа вӑл ҫӗрӗпех хӑтланнӑ; ӑна саваласа якатнӑ, ҫиелтен ҫу сӗрнӗ. Кам тунӑ-ши вара? Анчах Ваҫили Андрейчӑн калаҫас килнӗ. — Питех те пултаруллӑ, кӑмӑллӑ, талантлӑ-ҫке-ха ҫынни». Генеральнӑй штабӑн калама ҫук пысӑк шанӑҫ паракан нумай пӗлӳллӗ офицерӗ пулнӑ пекех курчӗ вара хӑйне Ромашов, тӗлӗнсе каймалла чӗррӗн курчӗ вӑл… Тепӗр чухне, пӗр ырӑ кун, темӗн мурӗшӗн, никам та пӗлеймест, мӗнпур малти отряд шыва кӗрсе каять те вара тепӗр чӑрмав сиксе тухать: хальхинче, мӗнпур йӗрке пӑсӑлса каясран, кӗтӗве чарса тӑма тивет. Ҫыранӑн тепӗр енче хӑмӑш ҫӑра ӳсет, унта хӗвел ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатать, хӑмӑш ҫеҫкисем ҫупкӑмӑн-ҫупкӑмӑн шыв ҫинелле усӑннӑ. Вӑл ҫӗнӗрен вӑй пухса та ӗлкӗреймен, алӑк каллех уҫӑлнӑ та, хальхинче пӳлӗме Лиза кӗнӗ. Хӑйӗн ӑсӗпе, меллӗхӗпе те хисеп кӳме пултараслӑхӗпе патша ҫыннисене пит килӗшнӗ те Соломон, нумай та вӑхӑт иртмен, ӑна кермене вырнаҫтарнӑ, аслӑ повар вилсен вара вӑл ун вырӑннех йышӑннӑ. — Крымра, — терӗ Горева, хӗрелсе. Ҫавӑнпа ним иккӗленсе тӑмасӑрах вӑл ҫыран хӗрринчен айккинелле каякан сукмакран пӑрӑнчӗ. Ҫине тӑрсах эпир туррӑмӑр тӗреклӗ иккенне, вӑл ҫак хирӗҫӳрен ҫӗнтерсе тухассине пӗрне-пӗри ӗнентере пуҫларӑмӑр. — Чӗрӗ! Виҫӗ вӑрӑ-хурах утрав тӑрӑх ҫаплипех сӗтӗрӗнсе ҫӳрекенскерсем, пире сахал кансӗрлеме пултараҫҫӗ. Сӑрт тӳпине пӗр часовой ҫеҫ тӑратмалла, эпир вара хамӑр ҫине ӑнсӑртран килсе тапӑнассинчен хӑрамасӑрах тӑма пултаратпӑр. Кунсӑр пуҫне тата эпир, вӑл ҫынсен ҫапӑҫас шухӑшӗ нумай вӑхӑтлӑха ҫухалчӗ пулӗ тесе шутларӑмӑр. Ку — пӑлхавҫӑсен машинисем ҫаврака ҫиҫӗмпе переҫҫӗ. Ҫӗр хӑй ҫумнелле туртакан вӑйне темиҫе хут та ӳстернӗ пекех туйӑнчӗ. — Вулама та йывӑр, Марко бай. Амӑшӗ, ун патне пырса, юнашар ларчӗ. Зинаида, аллине тӑсса, темле курӑк татса илчӗ, ӑна ҫыртса пӑхрӗ те аяккалла ывӑтрӗ. Халап итлетӗп «Пирвайхи ӑшӑ кунсем ҫитиччен» тесе ҫеҫ тӑраттӑм эпӗ, урӑхла шухӑшламан та. Анчах ҫылӑхӗ вара нумай, тепӗр тесен ҫылӑхсӑрри пӗртен-пӗр турӑ ҫеҫ ҫут тӗнчере. Ординатор тухса кайрӗ, унӑн пушмакӗсем чӗриклетни коридор вӗҫӗнче илтӗнми пулчӗ, пӗр Клавдия Михайловна кӑна Комиссар кровачӗ ҫинче хӑяккӑнтарах ларса юлчӗ. — Ну, яра пар, — терӗ вӑл, — Фостер мистера мӗн калас килет, йӑлтах калама пултаратӑн. Ҫитменнине тата вӑл ывӑннӑ пек туйрӗ, вара юлашки хут ҫветтуй Марк чиркӗвӗ ҫине, унӑн уйӑх ҫутине пула шурӑ ҫутӑсем пӑнчӑн-пӑнчӑн ҫуталакан сенкертерех тӑхлан тӑрри ҫине пӑхса илчӗҫ те хуллен кӑна килне таврӑнчӗҫ. — Ҫавна мӗншӗн каларӗ вӑл сире? — илтӗнчӗ ун сасси. Стефчовпа Коста хут татӑкне чылайччен шырарӗҫ. Пуринчен малтан аҫи, пысӑкӑшпе сахалтан та икӗ метра ҫитекенскер, ӗрӗхсе пырать. — Ну, мӗн? — ыйтрӗ Дик Сэнд. — Гето, таванӑм… ах, мӗнлерех эс чӑрсӑр… Эсӗ ача кӑна-ха, эпӗ вара, гето… Эпӗ калатӑп, ҫавӑн пек япала пулнӑ… «Мӗн вара эп капла? Вӑл хура майӗнчен якатса илнӗ те каланӑ: — Маттур, Иван Иваныч! Ҫак тӗлӗшпе мӗн те пулин туса хатӗрлемелле пулнӑ. Ачисем вылянӑ вӑхӑтра вӗсем пӗр уйӑх хушши хатӗрленӗ. Темле куҫа курӑнман вӑй ӑна ҫӳлелле ҫӗклерӗ, лере, ҫӳлте, хӑй юратнӑ хӗрарӑмӑн сасси хытӑран хытӑ янӑраса тӑчӗ, ҫав сасӑ ӑна пысӑк шанчӑк пачӗ. Пирӗн калав ирӗксӗрех ҫав кӗрешӗвӗн пӗртен пӗр эпизочӗпе ҫырлахать, ҫав эпизода ак малалла ҫырса кӑтартӑпӑр та, вӑл революци вут-хӗмне путарнӑ сӑлтава, ҫавӑнпа пӗрлех чи таса шанчӑксем те пӗтнине ӑнлантарса пама пулӑшӗ тетпӗр. Вӑл ялтан пӗр миля ҫурӑра, сӑрт ҫинче вырнаҫнӑ, йӗри-тавра хӑлтӑр-халтӑр хӑма карта тытса тухнӑ. Ҫук, апла мар, вӑл мана юратать. Вӑл «чӑн-чӑн этеме» тенине Мересьев лайӑх астуса юлчӗ. Марсиан-ҫулташ Лося паллӑ пачӗ — кӗтмелле. 1877 ҫулта Марс Ҫӗр ҫывӑхне ҫывхарсан, Скиапарелли ӑна ҫумӑрлӑ ҫанталӑк чӑрмантарман чухне кашни каҫ тимлӗн сӑнанӑ. Ҫавӑнпа та унӑн Каи-Куму хӑйӗн тыткӑнҫисемпе ӑҫталла кайнине тем пекех пӗлес килет. Ҫичӗ кун реххетленсе киленнӗ патша хӗр юратӑвӗпе, ҫаплах киленсе тӑранайман. Пӗрле пӗр ӗҫ тунӑ, ӑна ырӑ суннӑ ҫынсене пурне те! Вара каллех кӳреннӗ пек ҫиленсе калама пуҫларӗ: — Ман патӑмра хӗрарӑма пусмӑрланӑшӑн пӗр Орел ҫынӗ, дворянинччӗ, пит аван ташлаканскерччӗ, пит вара пурне те култаратчӗ, Ванька ҫинчен юрӑ юрласа кӑтартатчӗ: Утать Ванька ҫӑва тӑрӑх —Вӑл — питех те простӑ! Ҫак самантра кимӗ ҫитсе чарӑнчӗ те пурте ҫыран хӗррине тухрӗҫ. — Пӗр-пӗр куршанак хулӑ пек тӑсланса ӳсӗ, Том мистер, анчах аппаланма кирлӗ-ши, пит савӑнтаракан курӑках мар. Вӑл хӑй те хӑрушлӑхра пулсан та, хӑйӗн яхти ҫинчи экипажӑн трагедиллӗ шӑпи ҫинчен те сехӗрленмесӗр асӑнма пултараймасть. Пупсене ҫӑмартасем паратӑн, пӑртан ярдансем туса хӑтланатӑн, темскерле ӗҫ вырӑнӗсем пирки ӗмӗтленетӗн, хӑв авӑ ӗҫре лашасене апат пӑтратса пама та пӗлместӗн. Каҫхи тӗттӗмре ачасем пӗчӗкрех, хӗвел ҫутинче курӑннинчен имшертерех пулса тӑраҫҫӗ, Тихон вара темле шыҫса, сарӑлса каять, хӑй кӑнтӑрлахинчен те ухмахрах калаҫать. Кирлӗ таран нарзан ӗҫсе, ҫӑкасем лартса тунӑ вӑрӑм аллейӑ тӑрӑх пӗр вунӑ хут утса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ Вера упӑшкине тӗл пултӑм. Тусӗсем Андрее хӑйсен кӗлеткисемпе хӳтӗленӗ хушӑрах, снаряд ҫурӑлман самантсемпе усӑ курса, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑраҫҫӗ: Пирӗннисем переҫҫӗ, пирӗннисем! Ӳкнӗ шӑлӗсем вырӑнне кӑррипех суя шӑлсем ларттарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла тума хӑнӑхса кайнӑ: мӗн те пулин каласан, ҫӳлти тутине сӑмси патнелле ҫӗклет те, мӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ илтӗни-илтӗнми сасӑ кӑларса, ҫав тутине сӑмси шӑтӑкнелле туртса илнӗ пек тӑвать, ҫакнашкал тумассерен хӑй ӑшӗнче вӑл ҫапла каланӑн туйӑнать мана: «Ача-пӑча, ача-пӑча, сансӑрах пӗлетӗп: эсӗ ман пурлӑха йышӑнса юлас ҫын, пурлӑха йышӑнса юлас ҫын» т. ыт. те. Чертокуцкий те, хӑйӗн аристокративлӑхне пӑхмасӑрах, кӳмере ларса пынӑ чухне тав тунӑ чухнехи пекех пуҫне сулкаларӗ, ҫав майпа мӑйӑхӗ ҫумне ҫыпҫӑннӑ икӗ куршанака килнех илсе ҫитерчӗ. — Турӑ ҫырлахтӑр, турӑ ҫырлахтӑрах! Ҫывӑрса кайна чухне те Беккин юлашки сӑмахӗсем илтӗннӗ пек туйӑнчӗҫ:— Том, мӗнле эсӗ ҫав тери ырӑ чунлӑ пулма пултаратӑн? — тенӗ пек туйӑнчӗ ӑна. Володя, урока аван пӗлсе, ҫӑмӑллӑн та пӗр иккӗленмесӗр каланӑ хушӑра эпӗ пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр пусма ҫине тухрӑм, мана аяла кайма юраманнине пула, паллах ӗнтӗ, хам та асӑрхамасла, пусма лаптӑкне пырса тухрӑм. Тата ҫирӗм пилӗк ҫултан ман ҫинчен ҫак каҫхине Иван Павлыча чысласа каланӑ пек калӑҫинччӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ урана ҫӗклесе нумай вӑхӑт алӑк еннелле пӑхса, итлесе тӑратӑп. Ҫӗрле вара, ӑна ыталаса, урӑххине, Паула Меноттине лайӑхрах курас тесе, вӑл куҫӗсене ҫав тери хытӑ хупса выртрӗ. — Эпӗ? Тӗрӗс-и ку? — Ҫакӑн пек ыра каҫ пӳлӗмре ларма та ҫылӑх, — терӗ хуҫа арӑмӗ куҫӗсене ҫӑлтӑрсем ҫине ҫӗклесе. — Кам-ха вӗсене турттарса пыраканни? Вара вӑл мӗнпур хевтине пухса, ҫак ӑшӑ япалана хӑйне хӑй ирӗксӗрех ҫӑттарчӗ. Марья Васильевна унпа килӗшменшӗн ӑна хӗрхенсе тӑраттӑм-ха тата… Амӑшӗ, укҫа ҫуккипе, ӑна валли чӑн-чӑн коньки илме пултарайман, ҫавӑнпа та хӑй кӗпе ҫуса панӑ тимрӗҫӗ, вӑл ыйтнипе, Алексей валли йывӑҫран коньки пекки туса, ун тӗпне тимӗр ҫапса панӑ. Макар кӗли ҫинче вӑртах каялла ҫаврӑнчӗ. Мӗншӗн вӗсем лавсене халӗ те хӑваласа ҫитеймеҫҫӗ? — Чӑнах, мучи, эс ларса пӑх, — ҫирӗплетсе каларӗ Назарка, кулкаласа. Вӑл йывӑҫ мелки тӗлӗнче, кӑвайтран аяккарахра салхун пӑхса ларнӑ. Ҫав усал укҫа пулмасан, эпӗ нихҫан та ҫавӑн пек инкеке курас ҫукчӗ. Тархасшӑн, эсӗ ман тӳпене ху валли ил те ху пелнӗ пек усӑ кур унпала, мана вара хӑшпӗр чухне вуншар цент паркала. Ӑна та час-часах ан пар, мӗншӗн тесен манӑн шутпа, аран-аран алла пырса кӗрекен япала ҫеҫ лайӑххӑн туйӑнать. Эсӗ те тӑлӑх арӑмран ыйт: вӑл мана ирӗкре хӑвартӑрччӗ. — Шыв, шыв! — тесе ҫӗкленсе илчӗ Роберт. Сунар ҫинчен шутламарӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй вилес пек ывӑнса ҫитнине туйса тата кашни самантрах пурнӑҫӗ татӑласса кӗтсе, кашни тӗмпе кашни йывӑҫа уйрӑммӑнах тинкерсе, ҫӳҫ-пуҫӗ вирелле тӑрас пек хӑраса, пӑхса пычӗ. Анчах судье вӗсен хушшине тӑрса Деннине каялла тӗртсе яман. Хӑй ҫак ӗҫе тума пултарнине туйса, савӑннипе унӑн кӗлетки кӑрт та карт сике-сике илчӗ. Ун аллинчи перчетки ҫурӑлса пӗтнӗ. Анчах шкуна ман челнока хӑй хыҫҫӑн илсе каять, эпӗ унран ниепле те уйрӑлма пултараймастӑп, карап пуҫӗпе корма хушшинче ҫеҫ майӗпен шуса ҫӳретӗп. — Эсир — ытларах ҫийӗр! Сечь утмӑл ытла куреньрен тӑнӑ, вӗсем пӗр-пӗрне пӑхӑнман уйрӑм республикӑсем евӗр пулнӑ, унтан та ытларах вӗсем шкул пек тата хатӗр апатпа, хатӗр тумтирпе пурӑнакан ачасен бурси пек туйӑннӑ. Эпӗ ҫакна анчах каласшӑн: аристократизм — вӑл принсип; принсипсӑр пирӗн вӑхӑтра чикӗсӗр, пушӑ ҫынсем кӑна пурӑнма пултараҫҫӗ. Картишӗнче, пирӗн флигель кӳршӗсен картишӗ патне пырса тухнӑ тӗлте, хӗрачапа ула куракран пуҫне сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын тӑрать. Саша хулпуҫҫине хутлатса илсе:— Ку мӗншӗнни паллӑ… — терӗ. Ӑна та ҫынсемех ҫырнӑ-ҫке… Хӑш чухне сукмак чӑн-чӑн джунглие кӗре-кӗре каять, ун чух вара чурасем те, хурал та ҫӳллӗ ӳсентӑран хушшинче курӑнми пулаҫҫӗ. «Мӗнпур хусканӑвӗнче, кашни сӑмахӗнчех, — шутлатӑп эпӗ, — мӗнле-тӗр чыслӑх (ҫав самай йӗрӗнчӗкле сӑмахӑн чи аван пӗлтерӗшӗпе пӑхсан, паллах), ҫутҫанталӑк панӑ темле чечен виҫелӗх палӑрать унӑн…» Чура сутуҫи «шӑпа сунарҫи» ҫак ансӑр шӑтӑкран тухса тарнӑ пирки пӗрре те иккӗленмерӗ. Вӗсем, пӗр чарӑнмасӑр персе тӑма тесе, хӑйсен мӗнпур пӑшалӗсене авӑрласа хунӑ. Вӗсем сирӗнсӗр каймасса эсӗ пӗлетӗн. — Пурне те хӑваласа яр кунтан! — хыттӑн приказ пачӗ Давыдов. Паллах, кирлӗ пекех ответлерӗмӗр. Акӑ ӗнтӗ прожекторсен вичкӗн ҫути вӑйсӑрланчӗ, сӳнсех ларчӗ. «Хисепле пансем!» терӗ жид. «Кун пек пансене тӗнче нихӑҫан та курман. Тупата туршӑн нихҫан та курман! Азора — тӗлӗнтермӗш хутлӑх. Вӑл куҫне хупрӗ те чӑнкӑ хысакран аялалла чул пекех вирхӗнчӗ, иккӗ утӑмланипех рельсӑсем урлӑ сиксе каҫрӗ, вара чарӑнмасӑр-тумасӑр пӗрре сывланипех, ҫӳле вӑшт ҫеҫ хӑпарса тӑчӗ. Ӑҫта эпӗ? — Епле пултӑр-ха тата. Корольсен ятсем ҫеҫ. Кала тӳррипе, — терӗм эпӗ татӑклӑн, ун еннелле ҫаврӑнса, — мӗн пирки ҫавнашкал ӑнланмалла мар пулса кайрӑн эсӗ? Эсӗ ӳсӗр терӗн пулӗ? Нивушлӗ отлив ӑна каялла тинӗселлех сӗтӗрсе кайӗ? Нивушлӗ Негоро «Пилигрима» ҫил хӑваласа килнӗ ҫырана пӗлет? Эпир ҫак ӗҫӗн мӗнпур вак-тӗвек енӗсене те аван пӗлсе тӑнӑ, анчах эпир килтен тухса кайнӑранпа ҫав ыйтӑва татса парас ӗҫ малалла шуни ҫинчен пӗлмен. Эпӗ пӗр сехет хыҫҫӑн тепри хӑварнӑ асаилӳсен йӗрӗпе каймастӑп, хам каласа ҫитнӗ вӑхӑт хыҫҫӑнхи тата ман кӑмӑлпа туртӑмсем мӗнле ҫулпа каяссине татӑклӑн та усӑллӑ татса пама пулӑшнӑ пӗр тӗлӗнмелле ҫынпа ҫывӑхланичченхи чи паллӑ асаилӳсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илетӗп. Мана текех пурнӑҫ кирлӗ мар ӗнтӗ, пурнӑҫран та кӑларса пӑрахӑр… Анчах Дик Сэндӑн ӑна хирӗҫ ӗнентерӳллӗ шухӑшсем тупӑнчӗҫ. Индеецсене африка е полинези ҫынҫиенӗсемпе танлаштармалла мар, вӗсем вӑрӑ-хурахла тапӑнасран хӑрама пачах та сӑлтав ҫук. Чи малтан Дик тулалла пуҫне кӑларчӗ… Питӗ аван! Питӗ аван! — тесе хушса хучӗ вӑл эпӗ хирӗҫ мӗн калассине кӗтмесӗрех. — Апла хӑтланни лайӑх мар, сэр, ан тивӗр ӑна! — Пӗлет. Вара чунӗнче шалта турӑран пулӑшупа хӳтлӗх пама кӗлтуса, Дик тарӑн шухӑша путрӗ. — Ҫук, самовара илсе кайма хушма пултаратӑн, — тавӑрчӗ Николай Петрович, ӑна хирӗҫ пыма тӑрса. Ҫапла пулса иртни ҫинчен хыпар ҫав кунах Кирила Петрович патне ҫитнӗ. Африкӑри хӑрушӑ тискер кайӑксем халлӗхе пӗчӗк ушкӑн тӗлне пулмарӗҫ-ха. Эпӗ сире курсанах хама хам ҫапла каларӑм: «Ҫак ҫынна тытса паракан пысӑк пурлӑх — утмӑл пин ливр илет! Вӑл пурӗпӗр сире хӑйӗн асламӑшӗнчен те уйӑрса илме пултарас ҫук. — Райком кӑтартусем панӑ. Вӗсем юханшыв урлӑ каҫса ӗлкӗрнӗ иккен, ҫапла хӑрушлӑхран хӑтӑлнӑ. — Ах, ватӑ ултавҫӑ! Нимӗн те пытарман эпӗ, куна эсӗ пӗлетӗн! Борт хӗррине вӗрен пусма ӳкрӗ. Сулӑнса ҫапмашкӑн вутӑ пуленкки кансӗрлетчӗ мана. — Ҫӗленӗ пулнӑ та пулӗ, — тесе сӑмах хушрӗ сунарҫи. Синто-Монтрере ҫуралса ӳснӗ Бастьен Матра йӑнӑш тума пултарать. Кил-ҫуртри кайӑк-кӗшӗкне тӗрлӗ чир-чӗр пуҫӗпеленех хире-хире тухатчӗ, пӳлӗмӗсем пуш-пушах тӑра-тӑра юлатчӗҫ, апатланма ҫӳрекенсем начар ӗҫме-ҫимешӗн ятлаҫатчӗҫ те укҫине тӳлеместчӗҫ, ҫаксене пула вара сухаллӑ, ырханкка, вӑрӑм Зеагржтӑн вӑхӑтран вӑхӑта, ҫулталӑкне пӗр тӑватӑ хутчен, ӑҫта та пулин укҫа тупма май килмест-и тесе, тара ӳкнӗ арпашӑнчӑк сӑнпала хула тӑрӑх чупса хӑшкӑлма тиветчӗ, ҫитменнине, икерчӗ евӗр карттусӗн сӑмси унӑн айккинелле пӑрӑнса ларнӑ, вӑрҫӑчченех, Микулай вӑхӑтӗнчех, ҫӗленӗ авалхи шинелӗ хулпуҫҫийӗсем хыҫӗнче ҫунат евӗрлӗн пӑлтӑртата-пӑлтӑртата вӗлкӗшет. Сӳне пуҫланӑ пушар ҫӗнӗрен вӑй илет… Унӑн ҫӗмрӗк питӗнчен шурӑ хупӑллӑ хурӑн вутти ҫине юн тумланӑ, вӑл юнне ҫаннипе шӑла-шӑла илнӗ, юнланнӑ ҫанӑ ҫине пӑхса, нимӗн чӗнмесӗр ассӑн сывла-сывла янӑ. Уру шӑнса пӑсӑлать вӗт, э? Мана тата кирлӗ мар ҫӗре ячӗ те калать: «Мана темле путсӗрсем пӑшалпа переҫҫӗ, манӑн вара ача-пӑча ракаткипе ҫӳремелле-и? Пиртен илнӗ сӑмахсем нумай вӗсен, анчах ҫав сӑмахсем ҫумне вӗсем хӑйсене майлӑ вӗҫсем ҫыпӑҫтара-ҫыпӑҫтара тултарнӑ. Сӑнӗ именчӗк те йӑпӑлти. Анчах Ромашов ҫав тери чаплӑн чыс парса илет те: «Айӑплӑ, полковник господин… Унӑн ҫумӗнче ларакан драгун капитанӗ ӑна чавсипе тӗртрӗ: вӑл карт сикрӗ те куҫне ҫӗклемесӗрех мана ҫапла каларӗ: — Милостивӑй государь, эпӗ мӗн те пулин калатӑп пулсан, эпӗ ӑна шухӑшласа калатӑп, ҫавӑнпа тепӗр хут каласа пама та хатӗр… Ромашка ман ҫине интересленсе пӑхрӗ. Луиза хӑй, шап-шурӑ кӗпе вӗҫҫӗн, сада тухакан пусма ҫинче тӑнӑ. Кӑларса ятӑм эп ӑна; ирӗккӗн калаҫас килчӗ, вӗсем кунта пурте доносчиксем, элекҫӗсем… Виҫсе пӑхӗҫ ангелсем вӗсен ӳтне, тайтарӗҫ юнне… курӗҫ вара турӑ ангелӗсем — вӗсен ҫылӑхӗ ӳтпе юн йывӑрӑшӗнчен ытла маррине… ӑнлантӑн-и? Ҫавӑн пек каласа панисем пурне те тӗлӗнтерсе яраҫҫӗ. Аллине хӑй каҫ пулсан сарая питӗрсе илмелли ҫӑраҫҫине тытнӑ. Хӑйсем кӗнӗ шӑтӑкран кӑткӑ йӑвине пӗр ҫутӑ пайӑрки те кӗмерӗ. — Пирӗн, тете, укҫа усӑсӑр выртать, — терӗ вӑл. Эсир акӑлчанла пӑртак калаҫатӑр-и? Каялла ҫавӑрӑнса пӑхса, вӑл хулӑм саспа ҫапла каларӗ: — Вӑт, — эпӗ хама валли… чунтан юратнӑ тус тупнӑччӗ, — пӗр хӗрарӑм мана ҫавӑнта тӗл пулчӗ, тӑлӑх арӑм, упӑшкине унӑнне фальшивӑй укҫашӑн суд туса Сибире ямалла тунӑ — ҫакӑнта, тӗрмере ларать! Ҫакӑн хыҫҫӑн тин Волошин майор черккене ярса илчӗ те эмелне пӗтӗмӗшпех ҫӑтса ячӗ. Экскурсине кайса ҫӳренӗ вӑхӑтра вӑл шыв хӗрринчен икӗ льере яштака ӳсекен кедр йывӑҫҫисен вӑрманне тӗл пулнӑ. — Эпӗ ҫак кунсенче хӑма ҫуракан заводра ӗҫлерӗм, ҫавӑнпа пыраймарӑм. Юргин вара чухласа илчӗ — васканипе вӑл йӑнӑшнӑ иккен: ҫын окопӗ патне пырса тухнӑ. Лаша ҫинчен ӳкнӗ ҫын ӗнтӗ тӑна кӗнӗ те кунтан кайнӑ пулмалла. Ганс вӑйлӑн тӗртрӗ те сулӑ тинӗс тӑрӑх шуса кайрӗ; сулӑ ҫирӗм чалӑш кайсан чарӑнчӗ. — Эпӗ ӑна… туятӑп ҫеҫ… Чи малтан Дениска вӑранчӗ. Вара вӑл, сехри хӑпса тухнӑ Вышимирский Иван Павлыча тупса, эпӗ Ромашова тупса епле арестлени ҫинчен каласа пӗлтерчӗ. Мӗншӗн пӗр ҫыру та ямарӑн? Сукмак ҫӳлӗ те чӑнкӑ ҫыран хӗррипе, ватӑ маслина йывӑҫҫисен хӳттинче авкаланса выртать. Разведчиксен шыравӗсем! — Эсӗ хӑвӑртрах тӗмӗсем хушшине, ҫапла-и? — кӑшкӑрса тӑкрӗ ӑна Лукерья Бояркина. Ӑнлантӑн-и? Эсир тахҫанах кайнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ! — Пултараймастӑп! Эпӗ вӑл чӑннипех те Саня иккенне туйса илтӗм. Унӑн шлепки темӗн пысӑкӑш ишӗлсе аннӑ япала пек курӑнса ларнӑ: хӗррисенчен аялалла ҫур уйӑх евӗрлӗ пысӑк татӑк усӑнса тӑнӑ. Сайра хутра Гек хӑйӗн пиншакне тӑхӑнса ярсан, пиншакӗ вара унӑн ура кӗлисем таран тенӗ пекех усӑнса ҫӳренӗ, хыҫалти тӳмисем пилӗкрен чылай аялта пулнӑ. Йӗмӗ хӑрах енчи ҫакки ҫинче ҫеҫ ҫакӑнса тӑнӑ, хыҫалтан пӑхсан, темӗн пысӑкӑш пушӑ михе пек лӗнчӗртетсе ҫӳренӗ, аялта вара шерепепе эрешленӗ майлӑ пулнӑ. Карета хӑвӑрттӑн чупать, вӑл е пулса ҫитнӗ тырӑ пусси хӗррипе, е анлӑ ҫаран ҫумӗпе пырать; тырӑ пуссинче сывлӑш пӑчӑ та ырӑ шӑршлӑ; тырӑ шӑрши ҫапать, ҫаран енчен вӗрекен сулхӑн ҫил вара сасартӑк ачашшӑн питӗ сӗртӗнсе илет. Джон Мангльс сулӑна салтса ячӗ те, ӑна хытӑ тӗртсе ҫыран хӗрринчен хускатрӗ. Пӗр ҫирӗм-вӑтӑр чалӑш кайиччен пурте аван пычӗ, анчах ҫак тӗлте сулӑна хумсем ҫапса, сулӑ хӑй тӗнелӗ тавра ҫавӑрӑнма пуҫларӗ те, ӑна рульпе те, шалчапа та тытса чарма пулмарӗ. Унӑн юлашки пурӑнӑҫ хӗлхемӗ те сӳнсе ларнӑ пек туйӑннӑ. — Кирка, эсӗ «Дубровские» вуланӑ-и? Ял енчен кунталла, колоннӑна хирӗҫ, пӗр лутрарах ҫӑмӑл машина вӗҫтерсе килет. Тумхахлӑрах ҫул ҫинче йӑлт-ялт! сиккелесе кӑна пырать вӑл. Акӑ мӗншӗн тӗлӗнмелле ӗнтӗ: пирӗн харсӑр та ӗҫсе хавасланма юратакан помещиксем те пулнӑ, вӑл тӗрӗс; кучерла та тумланнӑ, хӑйсем ташланӑ, гитара каланӑ, дворовӑй ҫынсемпе, хресченсемпе пӗрле ӗҫсе-ҫисе юрланӑ; анчах та ку, Василий Николаич, ҫамрӑк хӗрача пек: ҫаплах кӗнеке вулать е ҫырать, тепӗр чухне тата сасӑпа сӑвӑсем вулать, — никампа та калаҫмасть, ютшӑнать, салхуланнӑ е кичемленнӗ чухнехи пек, пӗр хӑйӗн садӗнче ҫӳреме ҫеҫ пӗлет. Фельдшер килчӗ те чирлӗ ҫынна медицина хушнӑ пек асаплантарма пуҫларӗҫ. Виҫҫӗмӗшӗ тӗлӗшпе никам та йӑнӑшма пултарас ҫукчӗ ӗнтӗ: ку — пуҫсӑр юланут хӑех вӗт! Куҫран пӑхсан, вӗсем юлашки вӑйӗ пӗтиччен ҫапӑҫма хатӗрри курӑнса тӑрать; ҫакӑн пекех хӗрарӑмсем те ҫапӑҫура хутшӑнма шут тытнӑ; часах запорожецсем ҫине чул катӑкӗсем, пичкесем, чӳлмексем, вӗри шыв тата, юлашкинчен, куҫа кӗрекен хӑйӑр миххисем ӳкме пуҫларӗҫ. Эсӗ мана вӑратрӑн та… — Ҫапла, пурнӑҫ ҫав тери илемлӗ, — терӗ Ромашов. Ӗнер ҫеҫ ятарласах хулана самолётпа кайса чечек ҫыххи илсе килнӗччӗ, халӗ вӑл ним тума та кирлӗ пулмарӗ; Леночка ӑна сӗтел ҫине пӑрахрӗ те, хӗрлӗ хӗреслӗ брезент сумкине уҫса, Алексей сывлӑхне тӗрӗслеме пикенчӗ. — Ларатпӑр! — кӑшкӑрса ӗлкӗрчӗ те Лось двигателе чарчӗ. Ҫак сӑмах ҫаврӑнӑшӗ чун мӗнле пулнине кӑтартса парать, ҫавӑн пек япала пӗр вырӑс халӑхӗн ҫеҫ пулма пултарать. Хӑть пит-куҫне пӗркелесе илинччӗ, ҫук, пысӑк хӑлхисене уснӑ, чӗлхине кӑларнӑ, чӳречерен пӑхать, мужик пекех ҫав! mа сhеrе, эпӗ пурин ҫине те пӗр пек пӑхатӑп тесе шутлатӑн пулӗ эсӗ, — ҫук-ҫке… Вӗсем ҫичӗ ҫын е саккӑрӑн. Говэн вара кивӗ замока питех те хисепленӗ. Уорренсем ырӑ, кӑмӑллӑ ҫынсем, анчах мана вӗсемпе пурӑнма йывӑр. Вӗсем мана хӗрхенеҫҫӗ — ҫавна эпӗ пур енчен те сисетӗп. Йӑпатма, анне ҫинчен калаҫма тытӑннӑ пулӗччӗҫ… — Хӑй вӑхӑтӗнче вӑйлӑ латинист пулни халь те курӑнать. Экзамен малалла тӑсӑлнӑ. — Ази ҫине куҫатпӑр, — терӗ географ. Ҫавнашкал сӳпӗлтетнине шута илместпӗр эпир. Ҫав кунтанпа вара Фома яланах карчӑкӑн ҫепӗҫ сасси кӗввипе ҫывӑрса кайнӑ, вӑл сас ачана асамлӑ пурнӑҫӑн картишсене сӑрласа кӑтартнӑ. Аслӑ Козельцовӗ урампа пынӑ чух хӑйсен полкӗнчи салтака тӗл пулчӗ те, унпа пӗрле тӳрех 5-мӗш бастиона ҫул тытрӗ. Ишсе пынӑ-ши вӑл ун тӑрӑх? Мӗнпур интригансем Австрире ҫуралнӑ! Юрататӑп-ҫке эпӗ сана… тӑрсам». Улталантӑмӑр эпир иксӗмӗр, — пуҫне сулса илчӗ ватӑ шарманщик. — Пӗтнӗ пурнӑҫ пирӗн, тӳсме хал ҫук пурнӑҫ. Эпӗ санӑн хӑравҫӑ чунна пӑскӑртмаллипех пӑҫкӑртӑп, ирччен те ҫывӑрса каяймӑн. Ҫавӑнпа та вӑл шӑла кайран валли усрас, халӗ вара мӗн те пулин урӑххи шырас, тесе шут тытрӗ. Аннене пулӑшма пӗр ачана тара тытнӑ. Вӑл пире хӑй патне чӗнсе илчӗ те икӗ вахтӑна уйӑрчӗ. — Эсир кашт асӑрхавлӑрах пулӑр, пике. Асту, ӳкерчӗке ан ҫухат! Пирӗн калаҫу, ҫак расна уйрӑм темӑна тӗкӗнне-тӗкӗнменех, ҫаплалла вӗҫленсе пычӗ вара кашни хутӗнчех. Ҫак вӑхӑтра Жухрай, Аким, Панкратов тӗмене чавнӑ ҫӗрелле ҫывхарчӗҫ. Пер ҫын та ҫук. Тинӗсре пӗр парус курӑнмасть. Таврари анлӑх тата ытларах сарлакан курӑнни пӗчченлӗх туйӑма ӳстерсе ярать. Амӑшӗ тӳсме ҫук пӑшӑрханса:— Эсир манран ан ыйтӑр, эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп, — терӗ. Халӗ Франкфуртран Висбадена чугун ҫулпа канма пӗр сехет те кирлӗ мар; вӑл вӑхӑтра экстра-почта пӗр виҫӗ сехетре ӗлкӗртнӗ. Ӑс-пуҫӗ енчен те, илемлӗхӗ енчен те, — пур енчен те малта тӑрать! Вӑл каҫ пуличченех, санитарсем хӑйне операци тумалли пӳлӗме йӑтса кайма пыричченех, нимӗн те чӗнмерӗ. Хула хӗррисенче, фабрикӑсенче, ӗҫлевҫӗсен ялӗсенче, пӗрлехи лавккасенче ҫак сас-хурана тӗрлӗрен йышӑнаҫҫӗ. Стефчов ҫыру шыраса Марийкӑн кофтин каптӑрмине вӗҫертрӗ, хӗрача чупнӑ маях ҫырӑвне хӗвне чикнине асӑрханӑччӗ-ха вӑл. Ывӑлне одеялпа витет те доктор чӗнме ярать. Акӑ мӗнле сӑлтав: дьяк патне кутья ҫиме хӑнасем пухӑнмалла. Шуйттан ҫакна малтанах пӗлнӗ-мӗн. Хӑнара кам-кам пуласси те паллӑ ӑна. Чуб ятлӑ пуян козак пулать ӗнтӗ унта, голова, дьякӑн архиерей хорӗнче чи мӑн сасӑпа юрлакан пӗлӗшӗ, леш хайхи, кӑвак сюртукпа ҫӳрекенни; Свербыгуз козак тата ыттисем те; кутья ҫеҫ мар, тутлӑ имҫам ярса вӗретнӗ эрех те, шафранпа туни те пулмалла унта, апат-ҫимӗҫӗ те тӗрлӗрен пулма кирлӗ. Епле хӑрамастӑн эсӗ ютран килнӗ ҫынсенчен? Йӗтес шӑмми хуҫӑлнипе хулпуҫҫинчи сурансӑр пуҫне унӑн урӑх суран та ҫук. Шухӑшласа тӑма вӑхӑт та ҫук. Эпӗ сана пӗлетӗп, Павка, сӑлтавӗ — чир мар. Атя, яра пар! Щукарь мучин планӗ тӗлӗнмелле ансат пулнӑ: ҫакӑнта унӑн пӗр-пӗр чӑх килсе тухасса сыхласа лармалла, ҫав чӑхха хуллен ярса тытмалла та пуҫне пӑрса татмалла, вара чӑх какайӗпе пӑтӑ пӗҫерсе памалла, ҫапла майпа хайхи бригадӑра чыслӑ та хисеплӗ ят илтмелле. — Том, эсӗ, ӑҫта та пулин кӑвак вут ҫути йӑлт-йӑлт туса тӑнине курсан, ӗнтӗ усал тухасси те инҫех мар тесе тавлашма пултаратӑн. «Пилигрим» халь ҫилпе хумсем силленине пӑхӑнмасть. Алексей тухса кайрӗ, Никита, чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, хуллен кӑна:— Ӑна пӗрмай пушарсем тӗлленеҫҫӗ, — терӗ. Икӗ хӗрӗ часах хӑйсемех ҫырма пӑрахрӗҫ, анчах пит те тӑрӑшакан Анюта виҫҫӗшшӗн те ҫырма пуҫларӗ. Атя, ҫӳре, яра пар!..» Ҫавӑн пиркиех-и тен, ӑна пурте Мӑн хырӑм теме пуҫланӑ. Хӑй тӗллӗн ҫеҫ, пӗр пӗччен хӑраса пурӑнакан Кузьма Ярцев Олейникпе пит ҫывӑх туслашса кайнӑ. Сӑмалана, асфальта, тӗрлӗ йышши тӑварсене, нимӗнле тусан таврашӗ те ан лектӗр тесе, питӗ тӑрӑшса усрамалла! Наукӑшӑн тӗрлӗ металсен хакӗсем — тимӗртен пуҫласа ылтӑна ҫитех пӗртан пулнӑ пирки, вӗсен уйрӑмлӑхӗ йӑлтах пӗтсе ларнӑ. Исидора ӑна юратни ҫинчен, вӗсем ҫакӑн хыҫҫӑн курса калаҫни ҫинчен пӗлсен… О, турӑҫӑм! Санӑн ӑна хӗнемелле пулман, тетӗп эпӗ. — Кӗрӗр, кӗрӗр, эпӗ сире аш ӑшаласа паратӑп. — Джемма пӗшкӗнсе карҫинкине ҫӗклерӗ те хӑй ҫумне тенкел ҫине лартрӗ. Лешӗ сӑмах пачӗ, анчах Дик Сэнд ҫырана тухнӑ вӑхӑтра хӑй ҫав тери пӑлханнине Уэлдон миссисран пытарма ӑна питӗ хӗн пулчӗ. — Мӑн ҫул ҫинчен ӑҫтарахра пӑрӑнмалла? Бизонсем унтан аяккалла сирӗлнӗ, вӑл вӗсем хушшинех кӗрсе кайнӑ та тепӗр секундранах куҫран ҫухалнӑ. Ҫынсем пур ҫӗрте те — тем чухлех, ҫынна хӗрхенес тесен — пӗр сукин ҫын та ҫук! Тепӗр тесен, тӗттӗмре виле шӑтӑкне шуса анма, вилнисен хушшинче пытанса пӗвене татса ярасса кӗтме, унтан юпа патне ишсе пырса, вӑй парса, капитана ҫыхнӑ юпана туртса кӑларма йывӑр-им-ха? Ултӑ кун иртсен эпӗ Японие каякан карап ҫине лартӑм, вунпилӗк кун хушши вара ҫул ҫинче пултӑм. Ку мӗне пӗлтерме пултарать капла? Пӑчӑ, хӗсӗк, чӗрӗ чуна ҫаврӑнма ниҫта ҫук… Вӑл пур ҫынсене те кураймасть. Аран сисӗнмелле духи шӑрши кӗни ҫумма хӗрарӑм ларнине пӗлтерчӗ. Кимӗ отлив вӑйӗпе ҫырантан питӗ хӑвӑрт ишсе кайрӗ. — Эсӗр, Том, ҫавӑн пек кутӑнлашса тӑратӑр пулсан, эпӗ ҫапах та куратӑпах. — Сӑмахран каласан, эсӗ хӑв та хура е чӑхха ҫиетӗн вӗт? Вара ҫак ватӑ хресчен чӗркуҫленсе ларчӗ, унӑн пӗркеленчӗк пичӗ тӑрӑх шӑпӑртатса куҫҫуль юхса анчӗ. Пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулсан, тӗнче енӗсене мӗнле тупмалла-ха? — Кам вӑл, ҫав Соколов тени? Куратӑн-и, кам ҫырать? Акӑ тамаша! — Йышӑнаҫҫӗ, — татса хуратӑп эпӗ. Говэн умӗнче тата тепӗр асаплӑ ыйту — тӑванлӑх ыйтӑвӗ тӑнӑ. Санӑн ӗҫӳ — пӗчӗк мар, пит ҫинчи шӗпӗн мар! Малта, Севастополь ҫийӗнче, ҫавӑн пек ҫутӑсемех чуласа ҫӳреҫҫӗ, хытӑран та хытӑрах янӑраса килеҫҫӗ хӑрушӑ сасӑсем. Ҫавӑн пек ҫынсен хӗсӗк ҫамкисем ҫинче яланах пурне те паллӑ пӗр ҫыру ялтӑрать: лӑпкӑллӑх, ытлашши ыйтманлӑх — ҫакӑ вӑл фальшлӑ ҫыру! Ҫынсем машина патне мӗнпур вӑйран, сывлайми пулса, ырӑ мар ӗҫ пулнине туйса чупрӗҫ. — Халех, халех! Кӑшт тӑрсанах Дегтярев тусӗсемпе сывпуллашса уйрӑлчӗ. Юрта тӑвар пур-и? Камерон та ҫынҫиенсен «моэнне бугга» ятлӑ йӑхӗпе тӗл пулнӑ. Вӗсем ҫын виллине ҫийиччен юхакан шывра темиҫе кун тытаҫҫӗ. Грузовик пӗр пӗчӗкрех яла ыткӑнса пырса кӗнӗ чух каҫ пулма пуҫланӑ ӗнтӗ. Чухлакан ҫын кунта пысӑках мар авиаци чаҫӗн команднӑй пункчӗ вырнаҫнине тавҫӑрса илме пултарнӑ. Эпӗ, хамӑр мӗнле ҫул ҫӳренине, паҫӑртарах каланӑ сӑлтав пирки, хам тӗлӗннипе эппин астӑваймастӑп. Ҫак вӑхӑтра сиреньсен хыҫӗнчен типпӗн ӳсӗрни илтӗнсе кайрӗ, Феничка самантрах тенкел вӗҫне кайса ларчӗ. — Тӗрӗсех, — терӗ Хмелько. Стариксем пурӑнакан пӳлӗмӗн алӑкне ҫапса хучӗҫ, пӗр айккинчи пӗчӗк пӳлӗме Корчагина хваттере ячӗҫ. Ҫакна ҫирӗппӗн ӗненнӗрен, эпӗ 3. барон патӗнче вечерта манпа пӗрле пулнӑ юлташсем тепӗр кун лекцинче хӑйсем унта мӗн тунине аса илме вӑтанманнинчен, вечер ҫинчен ытти студентсем илтмелле каласа панинчен акӑш-макӑш хытӑ тӗлӗнтӗм. Ӑҫта кайнӑ вӑл, ун ҫинчен никам та калама пултарайман. Ют ҫӗршывран килнӗ ҫын кунта пур ҫӗрте те хӑйӗн килӗнчи пек туять. — Сан ҫул урлӑ каҫрӗ-и е тата мӗн? Чиновник хунарне аяларах антарса ҫутатрӗ те, кимӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ҫапла вара пӗлмелле мар япалана пӗлме тата вӑл ҫак усал ӗҫе те ҫутатса парасса шанаҫҫӗ. — Эппин, эпӗ сухалама каям, эсӗ вара хӑнасене кӗт. — Пултараймастӑн! Эсӗ мана хӑвӑн мулна сутасшӑн, парнелесшӗн мар. Ҫапла часах, ниме хӗрхенмен пӗчӗк пӳрнесем ҫурса пӗтернӗ авалхи кӗнекене ҫил вӗҫтерсе кайрӗ. — Мӗн пулчӗ сире, кӑвакарчӑнӑм Наталья Савишна? — ыйтнӑ анне, ӑна аллинчен тытса. Вӗсем, тӑванӑмҫӑм манӑн, пурте — шалыгансем. Хамшӑн калатӑп та. Ку тип-терлӗ шӑмшаклӑ та пӑсара пекех вӑр-вар ҫӳрекен, ҫӳлӗ яш ача иккен. — Каланӑ вӑхӑтра ҫула туса пӗтерме сирӗн вӑй ҫитет-и? — ыйтрӗ Аким Токаревран. Эпӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑп, вӑл ман кӑвайт ҫине татах типӗ сӑмахсем хурса пырать: — А эсӗ, астуса пӑх-ха: ҫынсем епле пит сахал хӗрхенеҫҫӗ вӑя, хӑйсен вӑйне те, ҫын вӑйне те, э? — Пӑч-пӑч чӑпар хурарах хӑмӑр кӗсре — пит аванскер. — Ҫапла, — ответленӗ Фома. Анчах эпӗ ҫакна ӗненсех каймастӑп: пуринчен ытла вӑл сехри хӑпнипе, намӑс курнипе вилсе кайнӑ пулӗ. — Тӑвансем, — терӗ вӑл, сасси унӑн лӑпкӑ та, анчах яланхинчен хулӑнрах, — тӑвансем, мӗн тавлашмалли пур унта. Выҫӑ хырӑмпа эпӗ пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Вальпарайзо хулинчен Лимӑна выльӑхсем турттаракан карап ҫинче матрос пулса килтӗм. Анчах эпир вӗсене те, ытти вӗтӗ чӗрчунсене те ҫителӗклех тытса тултартӑмӑр. Пуҫланчӗ вара Джим хӳшшинче савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ. Вӑл купӑс каласа ярать те, чӗрчунсем пурте ӑна сӑрса илеҫҫӗ! — Эпӗ вӗсене хам ӗҫе ярас тенӗччӗ, анчах эсӗ ху аппун шӑлнӗ пек тата ун хутне кӗрекенӗ пек пулса ҫавна тусан, лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм. Эпӗ балкон ҫинчен ҫерем ҫине сиксе антӑм. Амӑшӗ хӗрхенмесӗр тӑма пултарать-им? Сӗтӗрӗнчӗк, кӗрт йытти! — Ну, турӑ пулӑштӑр сана хӑвӑртрах сывалма, — тетӗр те эсир ӑна, кӑшт маларах иртсе, каллех чарӑнса тӑратӑр. Сатуррӑн кӑшкӑрса, вӑл йӗри-тавра чупкаларӗ, пӗр юлташӗ ҫинчен карттусне хывса илчӗ те шкул тӑрри ҫинелле ывӑтса ячӗ, арҫын ача ушкӑнӗ хушшине пырса кӗрсе, вӗсене ӑҫталла килчӗ, ҫавӑнталла салатса ячӗ. Хамӑн выляс килет… яланах! Тӑр! Тепӗр чухне сӗрӗм тивнӗ чухнехи пекех ниҫта кайса кӗме пӗлместӗн, ӗҫсене арпаштарса яратӑн, титула пӗчӗк буквӑран ҫырма пуҫлатӑн, число та, номер те лартмастӑн, сан хыҫҫӑн вара эсрел те ӑнланса пӗтерес ҫук». Приказсӑрах тасатма тухнӑшӑн! Пӗлместӗп. Эпӗ Америкӑра цеце ятлӑ шапана тупрӑм ӗнтӗ! — Мӗн эсир, Наталья Савишна? — терӗм эпӗ, ӑна аллинчен тытса чарса, — эпӗ пачах унпа мар… эпӗ ахаль ҫеҫ килтӗм… кунсӑр пуҫне тата эсир хӑвӑр та ывӑннӑ: хӑвӑр выртӑр. — Ӑҫта ман лаша? Вӑл ҫивӗч туйӑмлӑччӗ тата йӗретчӗ те. Час-часах, сасӑпа вуланӑ чух, кӑмӑла тивекен вырӑн патне ҫитсен, сасси чӗтреме пуҫлатчӗ, куҫҫулӗ юхса анатчӗ, вӑл вара, тарӑхса кайса, вулама чарӑнатчӗ. — Давыдов шурса кайрӗ, ытла та тарӑхса ҫитнипе куҫҫулленнӗ куҫӗсене тӳрех Яков Лукич ҫине шӑтарасла тӗллерӗ. — Эсӗ ӑна ан тив, эпӗ хам унран ытлашши нагрузкӑран хӑтарма ыйтрӑм, — терӗ Павел. Тепӗр шӑрпӑкӗ ҫинчи кӳкӗрчӗ пӗтӗмпех тӗпренсе ӳкрӗ. Ҫапла эпир тата икӗ ҫул пурӑнтӑмӑр. Тем йывӑрӑш пуҫне минтер ҫинче аран хускатса, Фома пӗчӗкҫӗ хура ҫынна курнӑ, вӑл, сӗтел хушшинче ларса, перине хут тӑрӑх хӑвӑрттӑн ыткӑнтарнӑ, ҫаврака пуҫне ырлавлӑн сӗлте-сӗлте илнӗ, хулпуҫҫийӗсене хутлаткаланӑ, аялти йӗмпе каҫхи кӗпе анчах тӑхӑннӑ пӗтӗм тӑлпӑвӗпе ывӑнма пӗлмесӗр пукан ҫинче ӑшталанса ларнӑ, калӑн — ӑна лармашкӑн вӗри пулнӑ, анчах ура ҫине сиксе тӑма та темӗншӗн пултарайман вӑл, тейӗн. «Ӑҫта-ха вӑл? — шухӑшларӗ Юргин. Анчах та халӗ вӑл кашни кун тенӗ пекех килме пуҫларӗ. Парӑр-ха ӑна кунта: унта тата тепри ларать! силлӗр-ха ӑна лайӑхрах… мӗн, ҫук-им?.. вӑт эсреллӗ хӗрарӑмӗ! ҫиелтен пӑхма хӑй светуй пек, ӗмӗрнех типӗ тытса пурӑнать тейӗн». — Спаҫҫибӑ, анне, тӑраничченех ҫирӗм. Тен, Базаров тӗрӗс калать. Кӗнеки, чӑн та, питӗ лайӑхчӗ вара — унта авалхи чаплӑ ҫулҫӳревҫӗсен пурнӑҫӗсем ҫинчен каланӑ, — Христофор Колумб ҫинчен, Фердинанд Кортес ҫинчен тата ыттисем ҫинчен те питӗ нумай. Ҫырасса та ӑна ҫак аслӑ ҫынсене юратса, чӗрене ҫӗклентерес хӑватпа ҫырнӑ — инҫетри-инҫетри каравеллӑсем ҫийӗн вӗсен ункӑлатса вырнаҫтарнӑ портречӗсене эпӗ халӗ те пулин курса тӑратӑп пек. Ҫав хушӑра мана выртма пит кансӗр пулчӗ. — Патша. Вӑл Иерусалима кайма шут тытнӑ та патшалӑх тилхеписене хӑйӗн амӑшне панӑ. Мӗншӗн тесен — хӑйӗн хакне пӗлекен ҫынна пурнӑҫ тыткалаймасть. Макарӑн ҫӳҫӗ тӑрмаланса тӑракан пуҫӗ сӗтел умне тимлӗн пӗшкӗннӗ, сылтӑм аллипе питҫӑмартине тӗревленӗ, сулахай аллипе, тарӑхнӑн, ҫӳҫне ҫатӑртаттарса тытнӑ. Гусев тивӗҫлӗхпе хушса хучӗ: — Паллашма ирӗк парсамӑр: Гусев полковник. Мстислав Сергеевич Лось — инженер. Анчах халӑх ушкӑнӗ ӗнтӗ унӑн сӑмахӗпе урӑх интересленмест. — Пире священник кирлӗ. Мана хама лӑпкӑн тӗлӗнсе тӑрасси пусса илчӗ: ҫак вилӗ хулана, чӳречисене хупса хунӑ ҫуртсен тӳп-тӳрӗ речӗсене пӑхсан, темле тӗлӗнмелле пек туйӑнса каять. Мана вӑл хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран маншӑн пурне те тума хатӗрри ҫинчен шантарса каларӗ. Ерофей Кузьмич пӗчӗк шкапран тулли мар ҫур литр эрех кӑларчӗ. Салтаксем ҫӗрулми ҫисе пӗтерчӗҫ те, вӑл ку ҫинчен сӑмахлакаласа, тапак хутаҫҫисем кӑларма пуҫларӗҫ. Анна Васильевна хӑй мӗн чухлӗ пӑлханнӑ, ҫавӑн чухлӗ унӑн кӑмӑлне кайнӑ. — Ҫапла сывпуллашаҫҫӗ-и ӑна? Испанире король пур. Вӑл тупӑннӑ! Ку король эпӗ. Ҫавӑнпа унашкал тӳрлетӳсемпе хушавсене, тӳрремех Конституци тӗлне пыман пирки, ман шутпа, ҫӗршывӑн пулас саккун кӑларакан органӗсене памалла. Сӑмси ҫавӑн пек хӑй тӗллӗн хӑтланни судьяна пушшех ҫилентерчӗ. Кошевой пурне те пуҫтарӑнма приказ пачӗ, унтан пурте пӗр ушкӑна пуҫтарӑнса лӑплансан, ҫӗлӗкне хывса калама пуҫларӗ: «Тӑвансем-пансем, ак мӗн пулса иртрӗ кӗҫӗр; ав мӗн патне илсе ҫитерчӗ пире ӗҫсе ӳсӗрӗлни! Гийом Лежан ҫакна хӑй куҫӗпе курнине каласа кӑтартать. Епле ырӑ ҫын иккен эсир! Эпӗ чӗтреве ертӗм: «халех тытать те комендатурӑна илсе каять». И-и, ҫук, Алёха! Амӑшӗ ҫинчен вӑл яланах савӑнса тата нумай калаҫатчӗ, — ман умма хулленех ҫӗнӗ тӗнче уҫӑлса пыратчӗ, каллех эпӗ Марго королевӑна аса илеттӗм, ҫавӑ вара кӗнекесене шанассине, тата пурӑнӑҫпа интересленессине те тарӑхтарсах яратчӗ. Мана кичем пулса ҫитрӗ, анчах атте ҫаплах таврӑнмарӗ. Лешӗ ун ҫине тинкерсе, ҫивӗччӗн, шухӑша кайса пӑхрӗ. Паллах ӗнтӗ, кунти ӳсен-тӑрансем никама та илӗртсе килмен пулсан, ҫул аванланасси курӑнсах тӑрать темелле. «Шел, мӗншӗн эпӗ юратса пӑрахма ӗлкӗрнӗ-ха, — шухӑшларӑм эпӗ, — Варенька мӗншӗн Сонечка мар-ши; сасартӑк ҫак ҫемьери йыша хутшӑнма мӗн тери ырӑ пулмалла: вара манӑн тӑруках анне те, аппа та, арӑм та пулӗччӗ». Унӑн пӗтӗм ӗмӗчӗ те роман геройӗ пуласси. Хутран-ситрен кӑна перкелеҫҫӗ — патронӗсене шеллеҫҫӗ. Лавккасем пурте хупӑ, алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, чӳрече хупписене ҫапса лартнӑ. Урамра ҫынсем ҫукки ҫак айван хӗрачана самай лӑплантарчӗ, вӑл урампа чупсах кайрӗ. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем пӗрне пӗри ытла та илемсӗр упшурлӑхпа ҫие-ҫие янӑ. Лаплас капитан та, утравсем ҫине 1821 ҫулта ҫитсе курнӑскер, ҫаксенех кӑтартса панӑ. Санӑн кил-ҫурту пур-и? — Сурар вӑл тухтӑр ҫине! — терӗ король. Мӗнле турӑ чурисем эпир? — Ҫапла-тӑр ҫав? Вӑл вӗт чӑн-чӑн талант пулнӑ — чӗрӗ, хӑюллӑ, ялтӑртатакан талант! Ҫӗрле чӗрене ҫурасла кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Панталеоне Джемма вуланипе килӗшменнине пӗлтереймесӗр чӑтса тӑраймарӗ. Вӑл мана кӗнекепе, е чей чашкипе перет пулӗ тесе, кӗтсех эпӗ васкаса та такӑнкаласа ӑна каласа пама тытӑнтӑм. Скиапарелли ку йӑрӑмсене каналсем тесе ят панӑ, мӗншӗн тесен Итали чӗлхипе «канал» «пролив» тенине пӗлтерет. Киш ҫапах та тӳрех па патнелле утрӗ. Вун тӑххӑрмӗш ҫулхине, ҫул пуҫламӑшӗнче, пирӗн пата комиссар ярса пачӗҫ; вӑл Донри шахтерсенчен тухнӑ коммунистчӗ. Пӗтӗм чӗрӗ пурнӑҫран уйрӑлса, пӗччен тӑрса юлнӑ туйӑм ӑна хытӑ килсе пусрӗ, тахҫан-тахҫан ҫӗрле карап ҫинче «мала пӑхакан» пулнӑ чухнехи евӗрлӗ. Айртон «Британи» ҫинче боцманра ӗҫлени паллах, тата ҫав карап Австралин хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ тесен те, кунта пулма пултарайманни нимӗн те ҫук. Мӗн калӗ ӗнтӗ асатте? Вӑй — савнӑ анне. «Анчах эпӗ артист ҫав, нервлӑ ҫын, эсир вара — юрсемпе гранитлӑ чул тусен ывӑлӗ». «Сывӑ-и, Иван Никифорович? Вӑл мӗскӗне эпир нимпе те сиен тӑваймӑпӑр урӑх, анчах, вӑл «Пилигрим» аякне шӑтарни маншӑн хаваслӑ япалах мар. Ниҫтан та тавҫӑрса илме ҫук! Ах ҫӗр ҫӑтасшӗ… Халиччен те нимӗн пуҫланман… Юрать. Тӑр! «Илсе каймаллах пулать!» терӗҫ ыттисем те. Монтанелли хӑйӗнчен Артур ютшӑннине питех те лайӑх туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ун умӗнче ӗлӗкхи туслӑха асӑнтарасран сыхланнӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен те, хура тумпа витнӗ ҫак ним хускалман шӑмӑсен купинче, поморски тенӗ пӑхӑр хӗрес тытнӑ алӑсенче этемле япала нимӗн те юлман пулнӑ ӗнтӗ. Кашни ҫыннах канӑҫ кирлӗ… — Качча тухасшӑн марччӗ вӑл мана малтан! — итлемесӗр малалла калаҫрӗ Константин. Парӑр пуртӑ! Каллех «ҫук» тени илтӗнчӗ. Маунганаму ҫине тарса ӳкес каҫ Мэри храмра мӗн калани ҫинчен Джон ӑна пӗрре те астутармарӗ. Ромашов чӳречере ҫутала-ҫутала ялтӑракан, сасӑсене залӑналла хаяр сӳрӗклӗхпе сурса сирпӗнтернӗ евӗр хӑмлатакан та хӑрлатакан тромбонӑн пӑхӑр ҫӑварне курайманлӑхпа пӑхса илчӗ. Каҫпа мана сӑрсем сӑтӑрма тата мастерствона «сӑнасарах пӑхма» хушатчӗҫ. Дик Сэнд ҫакна йӑлтах асра тытрӗ, ҫапах кӑмӑлне самантлӑха та ҫемҫелме памарӗ. Мана ӑшӑ — кӑна ӗненес те килмест! Эпӗ сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, алӑк урати урлӑ каҫрӑм та, костылӗ ҫине таянса, трактире пынӑ темӗнле ҫынпа калаҫакан Сильвер патне тӳрех утса пытӑм. Унтан Кораблев тем асне илнӗ пек пулчӗ, мана кайсан лайӑхрах пулӗ, терӗ. — Кӗл ҫумне сӗртӗннӗ-сӗртӗнмӗнех вӗсем ура чӗрнисене ҫӳлелле хӑпарта-хӑпарта илеҫҫӗ. — Эсӗ мӗн, тӑмсай, баррикадӑсене курмастӑн-им? «Вилӗмрен хӑтӑлчӗ, — терӗ Иван Иваныч, — анчах: ӗмӗрлӗхех анкӑ-минкӗ пулса юлма пултарать». Лешӗ вара ӳсӗр, чӳпӗк пекех, ашшӗ-амӑш ятне те калаймасть. Тӑнӑ та пӗр вырӑнта сулкаланать, аллисене хыҫалалла хунӑ. — Козельцов вара взятка илекенсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ, тӗрӗссипе каласан, вӑл кӑштах тарӑхса калаҫать, взятка илни киревсӗр ӗҫ иккенне кура мар, урӑххишӗн, ҫав взяткӑпа усӑ куракан ҫынсем пурришӗн тарӑхакан ҫын тарӑхӗпе тарӑхать вӑл. Юлашкинчен, шар ҫавӑрӑнкаласа манӑн ура патне ҫитнӗ самантра, эпӗ урана темӗн пекех вӑйпа туртса илме пултартӑм. Вӑл, Челкаш ҫулне пӳлсе, сулахай аллипе кортик авӑрӗнчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Челкаша ҫухаран ҫавӑрса илме хатӗрленсе тӑчӗ. Сасартӑк Гаврила хӑйӗн вырӑнӗнчен сиксе ӳкрӗ те Челкаш ури умне чӗркуҫленсе ларчӗ, унӑн урисене ыталарӗ те хӑвӑрт хӑй патнелле туртрӗ. Том — хӑйӗн тивӗҫлӗхӗпе дисциплинӑна ҫирӗп пӑхӑнса тӑрать. Пианино калакан тӑпах чарӑнчӗ, сӗрме купӑс юлашки хут ҫухӑрса илчӗ те шӑп пулчӗ. Ҫак самантра Паганель хулпуҫҫинчен пӗри хытӑ чышса илчӗ. — Хамӑрӑн ӗҫ… хальхинче ӑнӑҫлӑ пулайманшӑн йӗретӗп… — сассине янӑратсах каларӗ Половцев, унтан, аллине сарлакан сулса илсе, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хыврӗ, унпала куҫҫулне шӑлса типӗтрӗ. Комиссар, сайра-хутра ҫаврӑнкаласа, хуллен, шӑл витӗр йынӑшкаларӗ. — Мӗнле хурлӑх вара, кинемей? Петлюра ҫиленсе пӑхрӗ. — Кун пек нумай ан калаҫӑр. Вӑл, ҫарта пулнӑ ытти мӗнпур ҫынсем пекех, модӑлла тумланма пӗлместчӗ; ун вырӑнне вара хӑйне евӗр илемлӗ тумланатчӗ. Яланах шалпар та ҫӑмӑл тумтир тӑхӑнатчӗ, кӗпи-йӗмӗ хӳхӗмччӗ, ҫанӑсен анлӑ сулисене тавӑрса хуратчӗ, ҫухисем тап-тасаччӗ… — Кам? Акӑ вӑл, хӑй вахтине тӑрса ирттернӗскер, маншӑн вахтӑра тӑрать, тӑраниччен ҫывӑртӑр тесе, мана ыйхӑран вӑратмасть; е тата, эпӗ тӗтре витӗр сулӑ ҫине таврӑнсан, юнлӑ ҫапӑҫу пулнӑ шурлӑхра унпа тӗл пулсан, вӑл мӗн тери савӑннине куратӑп; вӑл мана ялан «тӑванӑм», «ывӑлӑм» тенине, мана ачашланине, ман валли темӗн те тунине, вӑл яланах ырӑ кӑмӑллӑ пулнине аса илетӗп; юлашкинчен акӑ эпӗ ӑна мӗнле ҫӑлса хӑварни те аса килет — пирӗн сулӑ ҫинчи ҫынсем чечче чирӗпе чирлеҫҫӗ тенӗччӗ эпӗ, ҫакӑншӑн вӑл мана ҫав тери хытӑ тав турӗ, тӗнчипе те санран лайӑхрах тус ҫук манӑн терӗ, эсӗ манӑн пӗртен-пӗр тус терӗ. Эпӗ ӑнсӑртран пуҫа пӑртӑм та, хамӑн ҫыру курӑнса кайрӗ. Ҫутаткӑҫсемпе, пальма ҫулҫисемпе те амфорӑсемпе, турӑсен вӑрттӑнлӑхлӑ символӗсемпе те Фаллусӑн таса сӑнӗсемпе виҫӗ хутчен ҫаврӑннӑ савнӑҫлӑ процесси храм тавра каҫ пулттипе. Нимӗҫ чӗлхине йӑлт пӗлсе ҫитичченех вӗренет те яра парать. Ку та тӗлӗнмелле пулса тухатчӗ, мӗншӗн тесен хӑй вӑл пурне те ытлашшипех хисеп кӑтартма тӑрӑшатчӗ. Ҫак «Теттесен клиники» текен ят ӑна тӗлӗнтерсех ячӗ. Старик урисене хуҫса ларать, хӑйӗн тӗксӗмленнӗ, пӗчӗк куҫӗсене хӗсет, васкаса, анчах питӗ асӑрханса, мулкачӑ пек (мӗскӗнӗн пӗр шӑл та юлман) типӗ те хытӑ пӑрҫана, ҫӑварӗнче пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, чарӑна пӗлмесӗр чӑмлать. Анчах старикӗн кӑмӑла лӗклентерекен сӑнӗ ӑна канлӗх памасть. А? Ҫак «князь» Санин пырса кӗнӗ чухне питӗ илемлӗ салон варринче, ытла та чаплӑ бархат кресло ҫинче ларнӑ. Кам кӗресшӗн мар — ан тив, ыттисене ан чӑрмантартӑр. Ҫутнӑ хунарне сӗрен тӗми туратӗнчен ҫакса янӑ та, чечекӗн ырӑ шӑршлӑ ҫупкӑмӗсем сӗтел хушшинчи ҫынсем тӗлӗнче кашнине ыр сунас пек усӑна-усӑна анаҫҫӗ. — Егор Иванович патӗнчен! — ерипен сӑмах хушрӗ амӑшӗ. Григорий Иванович ӑна сывлӑш ҫавӑрса илме памасӑр, ыран Берестовсем иккӗшӗ те вӗсем патне хӑнана килесси ҫинчен пӗлтернӗ. Юлашкинчен, суранланса пӗтнипе тата ывӑннипе халран кайса, ҫӗре ӳкетӗп те кӑшкӑрса яратӑп: «Ҫӗнтӗрӳ!» Эпӗ вара вӑл вуланине каҫса кайса итлеттӗм. — Ха епле, тӑвансем! — терӗ тепри, — Севернӑя каҫса ӳкрӗн-тӗк вара, ҫутӑ куратӑн, тупата! Эпир иксӗмӗр те вӑрҫса илтӗмӗр, эпӗ — вырӑсла, вӑл — французла: — О, шуйттан… Манӑн чӗрем теме кӗтнӗ пекех тапать. Хӑлхара яланах шав тӑрать. Калле салтӑнмалли пӳлӗме каятпӑр, эпӗ хамӑн конькие ҫилӗллӗ, хӗрлӗ питлӗ слесаре паратӑп. Вӑл конькие темӗнле хаяррӑн ҫатӑртаттарса ҫаврака, вараланчӑк хӑйра ҫинче хӑйрать. Тӑхине юсарӗ кӑна вӑл, чӗнӗ каллех татӑлса кайрӗ, сысна тирӗнчен тунӑскер пулнӑ иккен вӑл. Шартлама сивӗре сысна тирӗнчен тунӑ пӗтӗрӗннӗ чӗне ҫыхса пӑхӑр-ха? Ҫав ҫутӑ ҫурҫӗр ҫутти евӗрлӗ, вӑл пӗтӗм океан шӑнӑҫмаллӑх темӗн пысӑкӑш ҫӗр хӑвӑлне пӗр чарӑнми ҫутатса тӑракан космически ҫутӑ евӗрлӗ хӑйне уйрӑм ҫутӑ пулнӑ. — Ну, шӑлусем мӗнле сан? — хушса хутӑм эпӗ. — Ҫапла, — терӗ профессор кулкаласа, — йывӑрне йывӑртарах та, анчах тӳпи тӗреклӗ. Яков Лукич сӗтел хушшинчен тӑрса тухмарӗ (хал ҫитереймерӗ! ку ҫеҫ те мар-ха, пушмаккин кӗлисем урай хӑмине ан тӑкӑртаттарччӑр тесе, вӑл тӑр-тӑр-тӑр чӗтрекен халсӑрланнӑ урисене те ҫӗклерӗ). Мӗн эсӗ кунта кӗлетсем таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳретӗн? Вӑл яланах аттене хирӗҫ пырать, ман анне умӗнче мухтанать, тинӗс шуйттанӗ… — Каҫарӑр мана, эп сирӗн сӑмаха итлемерӗм, эпӗ Франкфурта таврӑнмарӑм… Кимӗпе те ярӑнма ҫӳремен, ҫинҫе пилӗклӗ хӗр-ҫӗвӗҫсене те курман т. ыт. те тейӗпӗр; ҫавӑн пекех шалпар та килӗшӳсӗр кӗпе тӑхӑннӑ ман арӑм килте ҫеҫ лартӑр, эпӗ те хама ӗҫлемелӗх мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ кӑна ҫисе пурӑнам тейӗпӗр — вара эпӗ никама та юратса пӑрахман пулӑттӑм, манӑн пурнӑҫра нимӗн те пулман пулӗччӗ. Каҫ пулса тӗттӗмленсен, вӗсен пуҫлӑхӗсем ыран республиканецсем ҫине хӑш вырӑнта тапӑнасси ҫинчен канашлама ҫар советне пуҫтарӑннӑ, пурин ҫинчен те калаҫса татӑлсан, пӗтӗм отряд пӑшалӗсене авӑрланӑ, кӗлӗ сӑмахӗсем каласа мӑкӑртатнӑ, унтан пушмакӗсене хывса ҫара уран курӑк е мӑк ҫийӗпе вӑрмансемпе вӗтлӗхсем витӗр, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, сывлама чарӑнса, тӗттӗмре кушак шӑшие йӗрленӗ пекех, шӑппӑн малалла утнӑ. Мӗнле-ха… сирӗн ҫулла хулара пурӑнас килет! — Аттемӗр, улпутӑмӑр! Вилетпӗр те, анчах сана пӗччен пуҫӑн хӑвармастпӑр, пыратпӑр пӗрле, — теҫҫӗ ҫыннисем. Пжирембле чиркӗвӗнче чан ҫапаҫҫӗ. — Юрать. Эсӗ ӗнтӗ хӑвах куратӑн: аяла ерипен анса пырсан ҫирӗпрех атмосферӑна хӑнӑхатӑн, ҫакӑнпа нимӗн чухлӗ те асапланмастӑн. Каса-дель-Корво хапхинчен тухсан, ватӑ сунарҫӑ чи кӗске ҫулпа Нуэсес шывӗ пуҫланнӑ еннелле кайнӑ. Ватӑ казаксем пӳртсенчен тухаҫҫӗ, пӳрт умне вырнаҫаҫҫӗ те тӗрмешекен салтаксем ҫине, вӗсем пурин ҫине те алӑ сулнӑ тата ҫакӑнтан мӗн килсе тухасса нимӗн те пӗлмеҫҫӗ пекех, тӗксӗммӗн те ним чӗнмесӗр пӑхса лараҫҫӗ. Кала, мӗн эсӗ? Каятӑп эпӗ! Вӑл мана лайӑх шалу пама пулчӗ, ҫулталӑкне 3000 тенкӗ, ӗҫме-ҫиме те хатӗр. Ҫук, ӗҫ халиччен ӑнӑҫлӑ пычӗ пулсан, малалла каймалла. Чи-чи ҫӳлте, тӑрӑсен ҫӑп-ҫӑра чӑтлӑхӗпе аякри-аякри вулӑсем витӗр, горизонтӑн тип-тикӗс, ҫӳллӗ йӗрӗ ҫийӗпе, каҫхи шуҫӑмӑн ансӑр ярӑмӗ ҫиҫсе хӗмленет — хӗрлӗ те мар, йӑм-хӗрлӗ те мар, тӗттӗмтерех йӗпкӗн хӗрлӗ, халиччен пулманскер, шӑранса пыракан кӑмрӑк е ҫӑп-ҫӑра хӗрлӗ эрех витӗр курӑнакан ҫулӑм тӗслӗрех. Чун ыратать манӑн… Давыдовӑн вара, пӗр пӑркаланмасӑр, ҫакна йышӑнмалла пулчӗ: ҫынсемпе вӑл, хӑй сисмесӗрех, Нагульнов пек хыттӑн калаҫма хӑнӑхать, е, Андрей Разметнов пек каласан, иртӗхсе кайнӑ, — халӗ акӑ мӗн пулса тухрӗ-ха: ӑна, йӗкӗлтесе, темле карчӑксенчен тӗслӗх илме сӗнеҫҫӗ: вӗсем сыхланса, вӑрттӑнлӑ-кӗрттӗнлӗ, хӑтланаҫҫӗ-мӗн, ӗҫӗ те вара ҫавӑнпах ӑнса пырать иккен! Хур вырӑнтан та тапранман. Ҫыннӑн пурнӑҫне вӑрлаҫҫӗ — мӗншӗн, тетӗп? — Чим-ха, эп сан ҫине утланса ларам. Эсӗ пин ҫул хушши пӑлхарсене утланса ҫӳрерӗн! Сирӗн величество патшалӑха телейлӗ тытса тӑма пуҫланӑ кунтан шутласа сакӑрвун тӑххӑрмӗш уйӑхӑн тӑваттӑмӗш кунӗнче алӑ пусса тата пичет пусса ҫирӗплетнӗ. Пӗр кун утатпӑр эпир, иккӗ утатпӑр, виҫҫӗ утатпӑр. — Иосафат! — тесе илнӗ хӑраса хытса кайнӑ сунарҫӑ. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑка эпир татах аслӑлатрӑмӑр, анчах пурпӗр унта арман чулӗ кӗреймест; Джим катмак илчӗ те ӑна татах сарчӗ. Эсир, паллах ӗнтӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑра хӑтарма шутлатӑр, ҫакӑн валли сирӗн тулли право пур. Анчах ун ҫинчен каярахпа калаҫӑпӑр. Никам та вырӑнтан хускалмарӗ. Никам та унӑн сӑмахне ответлемерӗ. Икӗ тус Базаровӑн темӗнле медицинӑллӑ-хирурги шӑршипе йӳнӗ табак шӑрши сарӑлма ӗлкӗрнӗ пӳлӗмне кайрӗҫ. — Ман чӗремре нимӗн те ҫук-ҫке хисеплеме тивӗҫсӗрри, тӗрӗс мар-и? — Вырӑссем Берлина илчӗҫ, пур фашиста ӗнселесе тухрӗҫ, чи малтан ҫӗнтерчӗҫ. Профессор Лиденброк та, вӑл ман пекех хӑрамасть пулин те, пурӗпӗр ҫавӑн ҫинченех шухӑшлать пулӗ, тетӗп, мӗншӗн тесен киркӑна асӑрхаса пӑхсан, вӑл та океан ҫинелле пӑхкаласа илет. Хӑвар ӑна ҫав вырӑнтах, ан тив, пылчӑк ҫинчех вырттӑр, ун урлӑ, урасене варалас мар тесе, каҫса кайма пулать… — Сире илсе килме Ҫӑрттан мучие рессорлӑ урапапа яратӑп. Черчиллӗн ҫӑварӗнче яланах сигара, вӑл мӑнтӑр та ватӑлнипе йӳтеме пуҫланӑ сӑнлӑ, ҫамрӑк ҫын пекех ҫивӗч те тӗлӗнмелле тӳсӗмлӗ. Ун ҫине те ҫынсем пӑхаҫҫӗ, анчах вӑл пӗрре те Рузвельт пек мар. Совет чиккинче, ҫара уйра, пӗрне-пӗри курса тӑмалла, часовойсем пӗринчен-пӗри километр хушшинче тӑраҫҫӗ. Хӗр, ӗшенсе, хуйха ӳксе, калаҫма чарӑнсан, Фома ӑна, ӳпкев майлӑ сӑмахсемсӗр пуҫне, нимӗн те тупса калайман: — Акӑ хӑвах калатӑн вӗт — кӗнекесем саншӑн ним те тӑмаҫҫӗ тесе, — ҫапах мана: вула, тесе вӗрентетӗн!.. — Ҫапӑҫатпӑр! — хаваслӑн ответ пачӗ ӑна алӑкран халь ҫеҫ тухни, утнӑ ҫӗртех гимнастёркине тӳрлетсе е пиҫиххине хытарса. Капитан халӗ яланхи пек мар. — Аван шухӑш! — терӗ Том пӗр авӑк шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн. — Мӗн эсӗ эпӗ санран хӑратӑп тетӗн-и? — Сӑнаса йӗрлес ӗҫе вӗсем начар йӗркелемен иккен, — терӗ те вӑл, кӗсйинчен ҫӑкӑр кӑларса пӗр чӗлӗ касса илчӗ. Ҫук, пӗрре те ун пек мар вӑл халӗ. — Ну, ун пек калаҫупа тухса кай кунтан! Малалла вӗсем чӗнмесӗр ларнӑ. — Эсир шӑннӑ пулас. Хумсем ун патнелле васкаҫҫӗ, вӑл — хумсем ҫине кӗрет; вӗсене кӑкӑрӗпе ҫӗмӗрттерсе пырать. Эсир вара тӗрӗсне калатӑр, кунашкал шутлас пур-тӑк, луччӗ пач та службӑра тӑма кирлӗ мар. Вӑл ниепле те пӗр вырӑнта лараймарӗ. Эпӗ сире хама ӗнентересшӗн, ҫавӑнпа та мӗнпур карттӑсене сӗтел ҫине хурса пӑрахатӑп. — Ҫӗнӗ тӑлӑп пулман-ҫке манӑн. — Пулнӑ, анчах халӗ таҫта пытанса выртать ӗнтӗ вӑл! — Пуласлӑх — сирте, тусӑм-йышӑмсем! — тӗрексӗррӗн, пуҫне хурланчӑклӑн сулкаласа сӑмахланӑ Ежов, калӑн, вӑл пуласлӑха хӗрхеннӗ, тата, хӑйӗн кӑмӑлне пӑхмасӑрах, пуласлӑх ирӗкне ҫак ҫынсен аллине пама шутланӑ тейӗн. Катя чирленӗ пирки хӑйӗн пӳлӗмӗнчен те тухмарӗ, Аркадий сасартӑк Катяна, Анна Сергеевнӑна курас килнӗ пекех, курма кӑмӑлӗ пуррине туйса илчӗ. — Гусев питне, нӑкӑ мӑйне, аллисене чавсисем таранччен ҫурӗ, шӑлӑннӑ май арӑмӗ еннелле чалӑшшӑн тӗмсӗлчӗ. — Нимӗҫе-и? Тюлень ҫӑвӗсем тултарнӑ пичкесене кунта илсе килӗр. Сыв пул, Ниловна! — Эп те ҫаплах шутларӑм. — Сикӗр, ман хыҫҫӑн сикӗр, юлташсем! — кӑшкӑрать вӑл хавассӑн. Ҫӑрттан кӳрши ҫине иккӗленнӗн пӑхса илчӗ, анчах, лешин хуп-хура сухалӗ айӗнчи кулла асӑрхамарӗ. Манӑн ун ҫинчен кӑштах хыпарсем пур-ха… Вӑл та вӗсен аллисене хӗрӳллӗн чӑмӑртарӗ, вӗсен тӑрантасӗсен кустӑрмисем тӑкӑртатнине чылайччен итлесе тӑчӗ. Анчах та, юлашки вӑхӑтри арестсене пула, пирӗн унти ҫынсемпе ҫыхӑну татӑлчӗ. — Ҫук, ҫамрӑк тусӑм, ҫук, — тавӑрчӗ Гаррис. — Пӑхӑр ҫӑлтӑрсене, хурт уйӑрнӑ чухнехи пекех, йышлӑн курӑнаҫҫӗ. — Ҫанталӑк кӗтӗ-и сире?! Аэлита кӑштах чӗтренчӗк сассипе чӗнчӗ: — Эсир Ҫӗре мӗншӗн пӑрахса хӑвартӑр? Слива капитан Ромашов умӗпе иртсе кайрӗ, чарӑнмасӑрах, ун ҫине пӑхмасӑрах, хӑйпе хӑй калаҫнӑ евӗр:— П-паянах урӑх ротӑна к-куҫарасси пирки рапорт пама к-кӑмӑл тусамӑр, — ҫиллине чаркаласа, мӑкӑртатса илчӗ ҫыртса лартнӑ шӑл витӗр, хӑйӑлчӑклӑн. Хула тулашне вӑл нумаях пулмасть кӑна, кунне темиҫешер сехет хушши пысӑк та йывӑр ӗҫпе ларса ирттернӗ хыҫҫӑн куҫса килнӗ. — Тен, ман кунта пӗтӗм чӗре хускалса кайнӑ, ҫавна пӗлетӗн-и эсӗ? — Вӑл вилнӗренпе эсӗ мӗн тӑватӑн-ха? Ун ҫумне темӗнле пӗчӗкҫӗ хура этем пырса ларнӑ, вӑл ӑна темӗн ҫинчен астутарнӑ, чуптӑвасшӑн сӗкӗннӗ, сӗтеле ҫӗҫӗпе шаккаса кӑшкӑрнӑ: — Ан чӗнӗр! «Тухатмӑшсем!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ Нат, хӑй ҫавӑнтах йытӑсем хушшине тӗшӗрӗлсе анчӗ те вилес лек йынӑшса выртать. Вӑл пӗр-пӗринпе тачӑн ҫыхӑнман уйрӑм пайсенчен тӑрать. Тӗнче уҫлӑхӗнче ирӗккӗнех куҫса ҫӳрет. Вунпӗрте ҫитӗнсе те ҫитет, ҫитменне унччен вӑл ҫур ҫул хушши каҫхи сменӑра ӗҫленӗ. Ой, тӳсме пултараймастӑп… Мери хӑйӗн лашине туртса чарчӗ; эпир юлтӑмӑр: эпӗ калаҫманни ӑна пӑшӑрхантаратех ӗнтӗ, анчах эпӗ, мӗн пулать-ха тесе, пӗр сӑмах та каламастӑп. — Пирӗн лавсем кунтан хӑҫан иртсе кайрӗҫ? — ыйтрӗ унран Кузьмичов. — Вӗсем, пирӗн ӗҫсем, мӗнле япӑх пыма пултарччӑр-ха! Эсир пирӗн аттемӗр вӗт, пире ырлӑх параканӗсем. Хӑвӑр килсе курса пирӗн ялӑмӑра чыс тӑвас терӗр-и, мӗн ҫӗре кӗричченех пире телей кӳрес тетӗр-и! — Вара тутине ҫаннипе шӑлса илчӗ. — Акӑ, ӑҫта вӑл, ҫамрӑк паттӑр, — тенӗ Денни, хӑйӗн пулас тӑшманне куҫӗсемпе виҫсе. Феничка, Федосья Николаевна, — упӑшкипе Митяна юратнӑ хыҫҫӑн, кӗҫӗн ҫынна юратнӑ пек никама та юратмасть, лешӗ фортепьяно патне ларсан, ун патӗнчен кунӗпе каймасӑр итлеме те хавас. Кайран аса илтӗм. — Мӗнле-ха апла, ачам, вӗсене вӑрласа кайма пултараҫҫӗ. Хытӑ чупнипе вӑл пӳлӗнсе сывлать, анчах тем пулсан та чарӑнса тӑрасшӑн мар, хӑйне кӑкӑрӗнчен ҫапа-ҫапа тата сасӑпах темӗн мӑкӑртатса чупать. Ирхине ирех вӑл, табак туртнӑ май, кӗлет умӗнче вӑрахчен кӑвакарчӑнсем кантӑк хашакӗ хыҫне улӑм, ҫинҫе туратсем, ҫатан ҫумне ҫыпӑҫнӑ вӑкӑр ҫӑмне епле йӑтнине пӑхса ларать. Мануйлиха кравать патне васкасарах лӗпӗстетсе кайрӗ те ҫавӑнтах каллех уласа йӗрсе ячӗ: — Ох, мӑнукӑмҫӑм, чӗп-пӗм-ҫӗм-мм!.. Эсӗ, Алексей, ан шутла, ним усалли ҫинчен те ан шутла. Ҫак каҫа вӑл кӑмӑллӑ хӗрарӑмсемпе, вӗреннӗ арҫынсемпе ирттерчӗ; хӗрарӑмсенчен хӑшӗ-пӗрисем чиперччӗ, арҫынсем пурте тенӗ пекех ӑслӑ та талантлӑ пулчӗҫ, хӑй вӑл пит ӑнӑҫлӑ та пултаруллӑ калаҫрӗ… анчах, апла пулин те, «taedium vitae», Рим ҫыннисем каларӗшле, «пурнӑҫран йӑлӑхнине» ҫакӑн пек ҫивӗч туйса илменччӗ. Хӑйне Ульяна Баймаковӑран аякра тытрӗ, анчах та ачисем вӑл ун ҫине ӑмсанса ҫиллессӗн пӑхнине асӑрхарӗҫ. Мьюноди господин аслӑ вырӑн йышӑнса тӑракан хисеплӗ ҫын пулчӗ. Темиҫе ҫул хушши вӑл Лагадо губернаторӗ пулнӑ, анчах министрсем ӑна курайманнипе ӗҫлеме пултараймасть тесе вырӑнтан кӑларттарнӑ. — Вӑт ку вара аван мар япала, тӑванӑм… Питӗ те нумай ӗҫрӗҫ, тепӗр тесен, полкра яланах ҫаплалла ӗҫнӗ-ха: пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара чух, пухура, ятлӑ-чаплӑ апатланусемпе пикниксенче. Кӑна, паллах, юрас шутпа мухтаса ҫапла каларӗ те, анчах эпир чӑн та ҫавӑн пек мухтава тивӗҫетпӗр. Корчагин унпа мӗнле туслашнине сиссе те юлаймарӗ, халь акӑ Эбнер патне час-часах кӗрсе тухакан латышка «пятёрка» ҫумне уйрӑлмиех хутшӑнать. Ҫук, Антипушка, ҫав артистсем мансӑрах пурӑнччӑр ӗнтӗ. Ырӑ турӑ ман ача кӗллине илтрӗ! — Ӑна ҫаплах пӑрахса хӑварас мар! — тесе ячӗ Роберт. Гор телефон патне кайрӗ. Эсир аташса кайман пулӗ-ҫке? Эпир инвалид-спекулянтсен йӑвине лекрӗмӗр. — Тискер мар, анчах вӑйлӑ та хастар пуласшӑн. — Ҫук. Амӑшӗ ывӑлӗ ҫине пӑхса илчӗ. Ҫапла вара эпӗ ҫак еху ҫав тери ыр кӑмӑллӑ йышӑннинчен тӗлӗнтӗм. Акӑ тата хулпуҫҫине те шӑйӑрса янӑ, анчах ку темех мар. Кӑшт аяккарах, ҫын куҫӗ курман кӗтесре, Джо Гарперпа Гекльберри Финн вӑрланӑ дыньӑна кавлесе лараҫҫӗ. Пуҫларӗ вара Богс ятлаҫма, ҫӗрти-ҫӳлтине йӑлт асӑнать, чӗлхи ҫине мӗн килет, ҫавна перет, урамри халӑх итлесе тӑрать, кулаканни те, хавасланаканни те пур. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ, оваци пуҫланать. Ҫывӑх материк е утрав ҫине ҫитме ахӑртнех ҫӗр лигран кая мар шутланать пулӗ. Кӗҫех пире пӗтӗм енчен хупӑрласа илчӗҫ, шавлаҫҫӗ, тӑпӑртатса чупни илтӗнет — пысӑк ҫар килет тейӗн. Ватӑ ҫынсем умӗнче ҫакӑн пек чӑрсӑр калаҫмашкӑн вӑл ытлашши ҫамрӑк-ха. Хӑранипе йӗмне лапӑртаса пӗтерчӗ. Хама та ӑнланаймастӑп… Атя-ха, тӑванӑм, ҫывӑр» — терӗм эпӗ хама хам. Кондрат атте патне сӑмах ҫитӗ те…» Ҫынсене сахал пӗлетӗн! — терӗ. Эп ӑна йытӑ площадкинче хамӑр юлашки хутчен сӑмах вӗҫҫӗн сӑмахӑн калаҫнине каласа кӑтартрӑм та Ромашов тунайманнинчен Катя тӗлӗнсех кайрӗ. Тинех ӑна тахҫантанпах шухӑшлаттарнӑ манӑн инкекӗмсем паллӑ пулчӗҫ. Теткӑна хӑрушӑ пулнӑ. Вӑхӑт нумая кайнӑ пулсан та, правленире ӑна Нагульновпа Разметнов кӗтсе ларнӑ. — Эпӗ ак мӗнрен шикленетӗп, атьсем, — терӗ Бойчо. Ҫавӑнтан вара кунӗн-ҫӗрӗн ӗҫлерӗм. Ман пирки кун пек калани вӑл тӗрӗс пулман, эпӗ нумайӑшне тата нумай ӑмсаннӑ; сӑмах майӗн каласан, мана Башкин темле хӑйне майлӑ, сӑвӑлла каланӑ пек, сӑмахсене сасартӑк урӑхла ҫавӑрса лартса калаҫма пултарнипе ӑмсантарнӑ. — Ҫӗр вӑл, батюшка, виҫӗ пулӑ ҫинче тӑрать, — лӑплантармалла, патриархаллӑ ырӑ кӑмӑллӑн, юрланӑ пек ӑнлантарнӑ мужик: — пирӗн тӗнчерен асли, паллах, улпут ирӗкӗ; мӗншӗн тесен эсир пирӗн аттесем. Вӑкӑрӗ ҫине пӑхса тӑнӑ хушӑра Кондрат сасартӑк хайӗн пырне темле чӑмӑркка касса ыраттарнине, куҫӗ йӳҫӗтсе килнине туйса илчӗ. Тихон ӳсӗрсе илчӗ те кулса ячӗ. Яков вӑл кун пек кулнине нихҫан та курман та, илтменччӗ те. — Урапи лашаран малта чупать. Эх, шуйттансем! — терӗ вӑл. Кивелнипе чӗриклетекен картлашка тӑрӑх Давыдов шкул ҫурчӗн пысӑк крыльци ҫине улӑхрӗ. Час-часах ун пуҫне: пурне те пӑрахас та казака ҫырӑнас, пӳрт, выльӑх-чӗрлӗх туянас, казачкӑна качча илес, анчах Марьянӑна мар (ӑна вӑл Лукашкӑна хӑварнӑ), вара Ерошка мучипе пӗрле пурӑнас, унпа пӗрле сунара, пулӑ тытма каяс тата казаксемпе пӗрле походсене ҫӳрес, текен шухӑшсем чӑнласах пыра-пыра кӗчӗҫ. Темиҫе ҫекунда хушши эпир, ним тума пӗлмесӗр, хӗвел ҫуттинче тӗссӗрленнӗ ҫулӑмӑн сарӑ чӗлхисем стенана ҫуланине, вӗсем сарай тӑрнелле авӑнса хӑпарнине пӑхса тӑтӑмӑр. Салтак — салтакӑнне вӑрлас ҫук! — тесе ӗнентерме тапратрӗ. Стёпушка сад ӑсти патӗнче пурӑнман та: вӑл пахчара ҫӳренӗ, пахчара пурӑннӑ. Мӗн япала пулма пултарать-ха ку? Ун пекки пур-им сирӗн унта? Служанкӑра тӑракан тутар хӗрачинчен йӑлтах ыйтса пӗлтӗм: туйӗ запорожецсене хӑваласа ярсанах пулмалла. Унтан вӑл, хӑйӗн вырӑнне аслӑк айне ҫӗклесе тухать те, тултах выртса ҫӗр каҫать. Вӗсен сарлака хупписем вут ҫинче ҫӗршер куҫкӗски пек чӑлтӑртатса выляҫҫӗ; хӳрисем темӗн пысӑкӑш, куҫӗсем вут пек ҫунаҫҫӗ, сӑмсисем шӗп-шӗвӗр, хӑлха таранах карӑлнӑ ҫӑварӗсем, — ҫаксем пурте Вильсон йӑнӑшманнине каласа параҫҫӗ. Паганель ҫаксем каймансем пулнине палларӗ. — …Ывӑлӑм! Совет ҫынни вӑрҫӑ кунӗсенче хӑйӗн пултарулӑхӗпе, талантлӑхӗпе, паттӑрлӑхӗпе тата хастарлӑхӗпе пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерчӗ. Пур йышши герингсемшӗн те вӑл чӑнах та ӑнланмалла мар ҫын пулса тӑнине ӗненме пулать. Чӑннипе калатӑп, анчах тархасшӑн, пире пӑрахса ан хӑварӑр. Унӑн… унӑн… Унта вӑл ҫирӗм чеха тухса тарма пулӑшнӑ, ҫавӑншӑн ӑна малтан гестапона ӑсатнӑ, унтан каллех малтанхи лагере янӑ. Анчах халӗ унӑн пурнӑҫӗ питӗ йывӑрланнӑ. — Кам кирлӗ вара сире? Кам та пулин итлемесен-пӑхӑнмасан, ҫуртра чӑн-чӑн тӑвӑл хускаласса ҫитет. Хаҫатсене вӑл кун пӳртсенче, тӑкӑрлӑксенче, картиш хыҫӗсенче, кӗлетсем умӗнче ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑна-пухӑна ларсах вуларӗҫ… — Тӗслӗхе, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Николай Артемьевич: — манӑн хӗр, Елена. — Эпӗ акӑ мӗн каласшӑнччӗ, — тесе пуҫларӗ неаполитанец ҫӗнӗрен. Ҫав кӗтмен ҫӗртен курӑнса кайнӑ япаласем ахаль те илемлӗ ҫӗршыва тата илемлетсе яраҫҫӗ. Пӗлӗт кутӑнла ӳксе курӑннине пула тарӑн пек туйӑнакан шыв чӑтма ҫук хӑй патнелле туртать. — Мӑнаккам, ҫакӑ шутсӑр лайӑх мар пулнине халӗ эпӗ аванах ӑнланатӑп. Анчах эпӗ лайӑх мар тума шухӑшламанччӗ, эпӗ сире чӑннипе калатӑп. — Ҫук, пире мар, — яланхи пекех кулмасӑр хуравларӗ Комков. Ӳкӗтленисем нимле усӑ та кӳрес ҫукки паллӑ пулнипе, священник пуҫне сулкаласа тата мӑкӑртатса, айккинелле пӑрӑнчӗ. — Ах, мӗн тери савӑнтарать мана сире курасси, савнӑ Nicolas, — терӗ вӑл, кӑмӑллӑн ман ҫине тинкерсе пӑхса; эпӗ вӑл «савнӑ Nicolas» тенинче хута кӗнӗ пек сасӑ мар, ырӑ кӑмӑл пуррине сисрӗм. Эпир ӑна паян кунччен те ҫак ятпа асӑнатпӑр. Павел ура ҫине тӑма тытӑннӑччӗ, ҫак вӑхӑтрах хыҫалтан кӑкӑр тулли каланӑ тепӗр хӑрарӑм сасси илтӗнет: — Эсӗ мӗн кунта килсе кӗнӗ, Дора? Эсир удобренисене мӑшкӑлтӑк шыв тултаракан шӑтӑксене тӑкатӑр, ӑна ана ҫине тӑкӑр. Давыдов кӑштах тӑчӗ те алӑка уҫса ячӗ. Анчах сасартӑк ман пуҫа ҫак хаяр карчӑка пӑртак та пулин ҫемҫетме хӑтланса пӑхас текен шухӑш килех кӗчӗ. — Ҫук. Эпир мӗнле майпа таврӑнӑпӑр, тесе анчах ыйтасшӑн эпӗ. Тӳсӗмлӗрех пулмалла, ывӑлӑм. Хамӑрӑн ӗҫсене тунӑ чухне эпир пире юратнипе юратманнине е курайманнине шута илсе тӑмалла мар. Ку тӗлӗнмелле ӗҫ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӑшмансем таверна алӑкӗнчен кӗрсе ҫухални, револьвер сассисем хыттӑн ҫатӑртатса илни, кантӑк чӑнкӑр-чанкӑр! ҫӗмӗрӗлсе кайни чан ҫапакансене чарса лартрӗ. Темиҫе минут чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн Илья киле кайрӗ. Эпӗ ӑна ҫул ҫине хама Сан-Фелисене ҫитме мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ илтӗм. — Тата унта манӑн шӑн ҫу пурччӗ, илсе кил-ха кунта: хӗҫе сӗрес пулать. Ҫакнашкал йывӑрлӑхран эпӗ хамах хӑтӑлма тӑрӑшӑп. Ӳкӗнсе пурӑнмашкӑн маншӑн вӑхӑт ҫителӗклех пулӗ. Пӑхӑр, ун мӑйне темскер ҫыхса янӑ. Анчах йӗнине чарма май пулман. Монтанеллин ӗсӗкленӗ сасси ун хӑлхинче янраса тӑчӗ, пуҫ мимипе юн ӑшне кӗчӗ. Бюрократ Америка курать те тулхӑрса илет: мӗнле ҫӗршыв пулать ку, ӑҫтан тупӑннӑ вӑлскер, на каком таком основании пурӑнать вӑл? Миҫе хутчен сӑмах панӑ эсӗ ӑна? Ну, Григорьев Александр, Николай Антоныч патне каяс кӑмӑл пур-и сан? Хаклӑ Машукӑм, мансӑр тепле пурӑнӑр ӗнтӗ эсир! — Нимӗн те пулман вӗт, вӑл мана кӗртмерӗ, эпӗ те нимӗн те… Кӗнекене унта «пурӑнӑҫа кӗмелли ҫул» парсан, ӑна издательствӑна яраҫҫӗ — вара… — Апла пулсан чӗнсене пушатма ҫеҫ хушӑр. Калинккерен кӗчӗ те вӑл, сассине тӑсарах, кӑшкӑрчӗ: — Сӗт кирлӗ мар-и, сӗт? Вӑл шухӑшлани татӑклӑ шухӑш пулма пултараймасть. Сая кайман-ха ҫемҫен ӳкӗтлени, витӗмлӗн ӗнентерсе каланисем хӑйсен ӗҫне тӑвӗҫ те, вӑл халӗ ҫеҫ тӑнӑ хӑрушӑ ҫул ҫинчен ӑна каялла тавӑрӗҫ. Айӑплӑ ҫын хӑйӗн айӑпӗ ҫинчен хӑех каласа кӑтартни унӑн ӗҫӗсене тӗппех палӑртса пама питӗ кирлӗ, тесе шутланӑ, —вӑл вырӑнсӑр шухӑш ҫеҫ мар, вӑл тата чӑн-чӑн суд ӗҫне хирӗҫле япала пулса тӑрать: мӗншӗн тесен, айӑпланаканӗ айӑпа йышӑнманни — вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан доказательство пулмасть пулсан, айӑпа хӑй ҫине илни пушшех те вӑл айӑплине кӑтартса памалли доказательство мар. — Эпӗ те ҫапла шутлатӑп, — тавӑрчӗ Халл капитан. Унтан ҫилӗпе мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Сӑмах майӗн каласан — пурте вилетпӗр, ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл пирӗн ухмахла пурӑнӑҫ, — ҫавӑн пек, тӑванӑм! Тепӗр минутран Краузене икӗ автоматчик илсе кайрӗҫ. — Ҫамрӑк чухне вӑл школяр пулнӑ, е кӑмӑл пулсан, кӗнеке пек калаҫма пултаратчӗ. Мӗн тери паттӑр ҫын вӑл. Пирӗн Тӑсланкӑ Джон умӗнче араслан та нимӗн те мар. Икӗ лаши ҫинче те хӗрлӗ ӳтлисем мар, шурӑ питлӗ юланутсем пулнӑ. Пӗр рет йӗрне мустанг туса хӑварнӑ, тепӗрне — американски лаша. Хӗвеланӑҫ еннелле кайнӑ чухне мустанг малта пынӑ. Сасартӑк малта алӑк шӑппӑн уҫӑлса кайрӗ. — Каях, — терӗ вара Тимур Квакина. — Тархасшӑн, кӗтесрен кӗтессе утма пӑрахӑр, — терӗ вӑл, сигарӗн кӗлне силлесе. — Кичемлӗх — вӑл ҫынсенчен килет; вӗсем пӗр ҫӗре пухӑнса тулаҫҫӗ те, вара кичемлӗх пуҫланса каять. Акӑ халӗ те тахӑшӗ вилнӗ, ун ҫинчен такама пӗлтереҫҫӗ. Хӑтар асапран, эй, ыр туррӑм,Пар вилӗмӗн манӑҫлӑхне!.. Ҫакӑ ӗнтӗ кирлӗ результатсем панӑ. Эсир йӑлкӑшакан хура шлепкине, бархат курткине тата ҫутӑ кӗмӗл тӳмисене куратӑр-и? Мӗнпур пит-куҫне ҫапса лапчӑтаттӑм! — тесе, ҫирӗппӗн чӑмӑртаса кӑтартнӑ вӑл катмар чышкине тырӑ йышӑнакана. «Ну, текех килӗштерейрес ҫук ӗнтӗ эпир, — шухӑшларӑм эпӗ пӳлӗмрен тухнӑ чух, — эпир ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе кайрӑмӑр». — Ыран валли тумтир, аялти кӗпе-йӗм, ыттине-мӗне хатӗрлесе хур — икшер. Лекцне ман малтан пуҫласа вӗҫне ҫитиех калама ҫук ӑслӑ, пӗр сӑмахне кӑларса пӑрахма, пӗр сӑмах хушса хума юрами пултарас килчӗ. Ача амӑшӗ тупӑк вӗҫӗнчи ҫӳхе пӳсе пӗрмаях тӳрлетрӗ, вилнӗ ҫыннӑн кӑвак ҫамки ҫинчен чечек кӑшӑлне вырӑнтан вырӑна шутарчӗ, ун куҫӗсене витсе тӑракан вӗр-ҫӗнӗ, хӗрлӗ вак укҫасене асӑрхануллӑн пуса-пуса илчӗ, хӑй ҫине темӗнле ӑнланмалла мар васкаса хӗрес хыврӗ. Унсӑр пуҫне тата пирӗн патра йӑла пур: парнене хуҫине хӑйне мар, ун ҫемьинчи пӗр-пӗр ҫынна параҫҫӗ. Анчах Лозневой, кантра вӗҫӗнчен карт туртса, ӑна тӑруках ҫӗрелле йӑвантарса ӳкерчӗ. Сӑртлӑхӗсем йӑвӑ ретпе пӗрин хыҫҫӑн тепри туха-туха пыраҫҫӗ те пӗр пӗтӗм тӳремлӗхе куҫаҫҫӗ, ҫав анлӑ тӳремлӗх вара, ҫулӑн сылтӑм енӗпе тӗнче хӗррине ҫитиех тӑсӑлса, таҫта аякра хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалать; пыратӑн-пыратӑн, ниепле те ӑнланса илейместӗн: ӑҫта пуҫланать вӑл, ӑҫта пӗтет… — Вӑл сире сутнӑ? Пӗррехинче вӑл хӑех, ӳсӗрскер, Плетнёв патне пӑчӑртаса пӗр чӑмӑркка туса лартнӑ вуншар тенкӗлӗх хут укҫасем илсе пычӗ те, вӗсене сӗтел ҫине ывӑтса: — Акӑ, кирлӗ-и? Вӑл аванах пӑхкаласа Эдуард Гленарван, Эленпа Мэри ҫине черетлӗ пӑхса илчӗ, вӗсен пичӗсем ҫинче ӑна хӗрхенни те палӑрать, кусемпе юнашарах кулса тӑракан Джон Мангльс тата нимӗн те пулман пек тӗк тӑракан Мак-Набс майора курчӗ, вара, хулпуҫҫийӗсемпе турткаланса, ҫамки ҫинчи куҫлӑхне сӑмси ҫине антарчӗ те, ҫапла каласа хучӗ. — Ах, маттур эсӗ, Костя! Каҫхине вӑл туран аннӑ та — тӳрех ман пата килсе кӗчӗ. Манӑн хам ултавҫӑ маррине ӑна кӑтартса парас килет! Халь ӗнтӗ Огнянов Вырлиштницӑ тӑвӗн чул хушшинчи сулахай хысакӗнче тӑрать, аялта шыв юхса выртать. Правительство тет тата хӑйне, правительство вырӑнне шутлать, чӑнах та правительство-ха эпӗ тесе курнӑҫланать, ҫав ултавҫа, ҫав ҫапкаланчӑка, шурӑ кӗпеллӗ ирӗклӗ негра тытас тесе ҫур ҫул вырӑнтан хускалаймасть хӑй тата… Атте калама ҫук тилӗрсе кайрӗ, хӑй ӑҫталла утнине те пӗлмест, — урисем ӑна итлемеҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл сысна какайӗ тултарнӑ пичкерен такӑнчӗ те чикеленсе кайрӗ, чӗркуҫҫисене шӑйӑрса пӑрахрӗ, вара пушшех хытӑ вӑрҫма тапратрӗ, ҫӗрти-ҫӳлтине веҫ калать; негрпала правительствӑна пуринчен ытла ят тиврӗ, анчах, чӑннипе калас-тӑк, пичке те чылай шар курчӗ. Атя, каяр, ватӑ кӗсре! Чылай сарлака юхан шыв, айлӑма ҫур ункӑ пек ҫавӑрса илсе, ун тавра юхса выртать. Сайра-хутра шыв ҫинче хурҫӑ тӗслӗ ҫутӑ ҫуталса, шыв хумханса юхнине палӑртать. Унӑн ӳсӗртерех сӑн-пичӗ ҫинче: «Сана сӗвӗп-ха та, мур пуҫӗ!» тесе ҫырнӑн туйӑнать, пӳрни хӑй те ҫӗнтерӳ палли пек курӑнса тӑрать. Вӑл палуба ҫине выльӑх чӗрни пек хытӑ та хура ура кӗлисемпе пусса манран аяккалла утса карӗ, анчах аяккине хыҫкаласа каллех чарӑнса тӑчӗ. — Мана мӗншӗн чӗнтӗр кунта? — тесе ыйтрӗ вӑл. Челкаш таврӑнчӗ, вӗсем калаҫа-калаҫа ҫиме-ӗҫме пуҫларӗҫ. Хӑмӑт пӑявӗсене… Анчах Катьӑшӑн вӑл пурпӗрех ашшӗччӗ-ха — эппин вӑл мар пулсан, кам чи малтан пӗлмелле-ха, эпӗ ӑна тупни ҫинчен? Хӗвел ҫӗкленнӗ; вӑл хӑйӗн сапаланчӑк пайӑркисемпе сывлӑм ӳкнӗ ешӗл курӑка ҫутатать. — Инсаров унӑн аллине тытса хӑйӗн пуҫӗ айне хучӗ. Унӑн сӑмахӗсем ирӗклӗ, кӑмӑллӑн юхрӗҫ; часах манӑн тискерлӗ вӑтанни иртсе кайрӗ, эпӗ ӗнтӗ ахаль) чухнехи пекех пулса ҫите пуҫланӑччӗ; сасартӑк графиня кӗчӗ те, ӑна курнипе эпӗ малтанхинчен те ытларах пӑтранма тытӑнтӑм. — Лайӑх лаша пӗрре е иккӗ такӑнать пулсан, ӑна каҫарма юрать, анчах кашни утӑмрах такӑнакан лашасем те пур. Кавказра пулнӑ, духоборецсене пӗлетӗп. Чемоданӑмран пӗр ылттӑн медальон кӑларса кӑтартрӑм эпӗ, чӗре евӗрлӗ вӑл. Апат-ҫимӗҫ пирки кулянмасан та юрать. Сывлӑхӑр мӗнле сирӗн, Иван Никифорович?» Павел тӗлӗнсе пӑхкалать. «Кунта юл та, манӑн утӑма тӑрантарса шӑвар, эпӗ ун патне пӗчченех кӗрсе калаҫам. Вӑл чарӑнса тӑчӗ те шакла пуҫне хыҫкаласа ыйтрӗ: — Анчах та ӑҫта каятӑн-ха? Вӑл вара сире асӑнмалӑх урок пултӑр. Пӳлӗмри шӑплӑх амӑшне часах лӑплантарчӗ; Анчах эпӗ те ҫавӑнтах. Воронежран тухсанах тӗлӗнмелле лайӑх калчасем, пӗрремӗш сорт калчасем, пуҫланчӗҫ тесе калама юрать. Унӑн халех мухтава хӳререн ярса илсе пурне те хӑй кам пулнине кӑтартасси килсе кайрӗ. Приказчик — вӑл та пулин темӗнле кӑмӑлсӑр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ. Артамонов пукан ҫинчен тӑчӗ те дворнике ҫилӗпе канаш пачӗ: — Санӑн ху ӑнланма пултарайман япаласем ҫинчен калаҫас марччӗ. Ҫапла. Вӑл хуралҫӑ пӳртӗнчен тарӑхса тухса кайрӗ, Тихона ӗҫрен кӑларса ярас пулать, тесе шухӑшларӗ. Эсӗ те, эпӗ те, — эпир иксӗмӗр те пӗрне-пӗри юрататпӑр… Телеграф та кирлӗ пулман, телеграф ҫинчен ҫынсем вӑл вӑхӑтра шухӑшламан та, — ҫав хыпар пӗр ҫынтан тепӗр ҫын патне, пӗр ҫуртран тепӗр ҫурт патне телеграф хӑвӑртлӑхӗпех куҫса пынӑ. Иван Кузмич куҫне-пуҫне чарса пӑрахнӑ. — Тӑхтӑр-ха, Петр Андреич. Коперник хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗн — Польшӑн хӗрӳллӗ патриочӗ пулнӑ. Дик Сэнд темиҫе минут шухӑшласа ларчӗ. — Инҫе вӑл, — ав лере, хула хӗрринче! Любовь ӑна, куҫхаршисене шӑмарса, ун еннелле чӗвӗнсе, тӑранман тимлӗхпе йӑлтӑртатакан куҫӗсене тинкертсе итленӗ, вӑл мӗн панине пурне те йышӑнса, вӗсене чунӗ ӑшне пуҫтарса хума хатӗр пулнӑ. Ҫапах та, вӑл сунартан тытса килнӗ трофейсем ватӑ Стумп ҫак ҫуртра пурӑнни ҫинчен уҫҫӑнах каласа параҫҫӗ. Макар Бобров, купецсен банкӗн директорӗ, музыкӑна хутшӑнса, кашни тактрах катмар хырӑмне пӳрнисемпе таклаттарса илсе, чипер баспа юрласа тӑнӑ: — Чаплӑлан, чаплӑлан, пирӗн вырӑс патши, — тра-ра-та! — Директора кунта! Эпӗ пӑхса илтӗм. Кмет шӑппӑнах юнне шӑлчӗ. Ача мунча маччи ҫинче икӗ мӑшӑр кӑвакарчӑн усранине пӗлсен, Артамонов Тихона ҫав кайӑксене кӑларса яма тата ача текех мачча ҫине хӑпарасран сыхлама хушрӗ:— Ӳксе вилме пултарать. Аяларах алӑ пусни пур: «Тимур». Юнашарах вӑйӑ картинче хӗрлӗ бешмет тӑхӑннӑ мӑнтӑркка Устенька ҫӳрет, ҫӗнӗ кӗпепе бешмет тӑхӑннӑ Марьянӑн мӑнаҫлӑ кӗлетки курӑнать. Акӑ ун алли такама пӗрне, ачанах пулас-ха, сӗртӗнчӗ, хӑраса ӳкнӗ суккӑра ҫак ача шӑпах полицейскисем Огнянова чӗнме янӑ ача пек туйӑнчӗ. Пуҫлӑха хисеплесе ытти пӑлхавҫӑсем те лӑпланчӗҫ. Эсир мана урӑхла ӑнлантӑр-ха. Лукашка, тутӑр пек шурса кайнӑскер, аманнӑ чеченеца аллисенчен тытса тӑрса: «Ан вӗлер ӑна! Унӑн уҫӑмлӑ шухӑшӗ нимӗҫсен типсе хытса кайнӑ шухӑшӗнчен хаваслӑнах тӑрӑхласа кулать; анчах, Хорь сӑмахӗ тӑрӑх, нимӗҫсем вӗсем тӗлӗнмелле халӑх, вӑл вӗсенчен вӗренме те хатӗр. Халӗ, нимӗнле ӗҫ те ҫуккипе, вӗсен сассисене итлеме тытӑнтӑм. Эпӗ шӑплантӑм, Олеся та, пуҫне ман кӑкӑр ҫумне йӑпшӑннӑскер, хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ. Декабрӗн 5-мӗшӗ Ӗнер банда строительствӑна пырса, хӗҫпӑшалпа тапӑннӑ». Нихҫан та калас ҫук. Коллективизаци миҫе процента ҫитрӗ? Ашшӗ вилсен пӗр-икӗ эрнерен, вырсарникун, Павел Власов киле питӗ ӳсӗр таврӑнчӗ. Сайра хутран ҫеҫ вӗсем тӑвалла е анаталла илсе пыракан ҫул пирки пӗр-ик сӑмах хушкаласа илчӗҫ. Анчах кам вӑл? Гленарван сехӗрленсе ӳкрӗ. — Пӗлетпӗр. Анчах ҫапла шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫынсенче тырӑ юлни курӑнсах тӑрать пулин те, кутӑнлашакан парӑнмасть-ха: — Чӑн та, тулӑ кӑштах юлнӑччӗ ӗнтӗ, ун пирки тавлашса тӑмалли те ҫук. Куҫ умӗнче Анна Васильевна ӑна нихҫан та ӳпкелемен, анчах вӑрттӑн хушӑра килтисене пурне те, хӗрне те, элеклесе панӑ. — Ашак мар ку, — мӑкӑртатса илчӗ тӗлӗннипе хытса кайнӑ Женя. — Ну, пӑрах ӗнтӗ, анне! — терӗ Павел. Эпӗ Катьӑна алӑк патӗнче кӗтме пултӑм. Томӑн эрнекун ирхине чи малтан илтнӗ хыпарӗ савӑнмалла хыпар пулчӗ. Сулахай чӗркуҫҫийӗнчен йывӑҫ ура ҫыхса янӑ, вӑл ӑна чӗн пиҫиххисемпе ҫирӗплетнӗ. Анчах Марья Васильевна ӑна чӗнмерӗ. Пӗчӗк ҫуйӑн тытса, унӑн хырӑмне пӑчкӑпа касса ҫуртӑм, хӗвел аннӑ чух кӑвайт чӗртсе каҫхи апат пӗҫерсе ҫирӗм. Ҫурт пур, утсем пур, тарҫӑсем пур. Амӑшӗ пуҫне ҫӗклерӗ те хуллен, чӗтреме пуҫланӑ сасӑпа:— Ну, мӗн каласа памалли пур ӗнтӗ? — Пур пӗрех — терӗ Огнянов — таврара «пархатарлӑ» йӑх-яхсем пит нумай ҫӗрте ҫав иртӗхнӗ хӗрарӑмӑн паттӑрлӑхӗ пысӑк… Ҫын мухтава ӗҫпе тивӗҫлӗ пулман пулсан, вӑрланӑ ҫеҫ пулсан, унпа киленме пултараймасть; мухтав хӑйне тивӗҫлӗ ҫын чӗрине ҫеҫ вӗҫӗмсӗр хавхалантарса тӑрать. Чухӑн пек курӑнас пулать… Любишкин ӑҫта? Артур амӑшӗ ҫав пӳлӗмре вилнӗ. Гарнизонри салтаксем те унтах тӑраҫҫӗ. Сывӑ пул, Володя, сывӑ пул, пирештийӗм, сывӑ пул Веньямин — савнӑ Николенька. — Тӗрӗсех калатӑн, тӗрӗсех. Ҫурт тӑррине ҫапӑннипе лётчикӑн чӗркуҫҫи шӑммисем ҫӗмӗрӗлнӗ пулнӑ. Пӗрре унӑн упӑшки аллисем ҫинче илемлӗ хӗрарӑма ҫӗклесе киле таврӑннӑ. Ҫав самантра нимӗҫсем асӑрхарӗҫ пулас ӑна, тӗмеске ҫинелле мӗнпур вӑйран пеме пуҫларӗҫ. — Ӗнен ман сӑмаха — ҫакӑн пек каҫ сан пурнӑҫунта урӑх пулмасть — килте вара сана Шеллинг кӗтет. Анчах ҫакнашкал чаплӑ ҫын патӗнче лашасемсӗр пуҫне урӑх тарҫӑсем ҫук-ши вара? Кӑна эпӗ ӑнланма та пултараймастӑп. Так, апла пулсассӑн, ӗҫкелетӗн те? Ӗнтӗ хӗрхентӗр пире турӑ! Вара ҫав ҫуллах Батый патша хӑйӗн ҫарне пирӗн ҫине ячӗ». Ку тӗлте Иван Иванович табакне тӑсса; Нумай-нумай йӑх юнӗ — хура та хӗрлӗ, олива тӗслӗ те шурӑ, — хӑмлалла йӳҫекен, ӗмӗтлӗ Ази номачӗсен юнӗ, ҫӑлтӑрсене пуҫ ҫапакансен, урса тилӗрекен Су Хутам Лу несӗлӗсен юнӗ юха-юха кӗрсе арпашӑнать. Павел шухӑша кайса, ҫырӑва ҫурчӗ те аллине кантӑкран кӑларчӗ, ҫил хут таткисене пӳрнесем хушшинчен вӗҫтерсе илсе кайрӗ. Ӳсӗр командӑпа ӳсӗр капитанӑн аллинчи «Макари» ҫывхарса пыракан Ҫӗнӗ Зеланди утравӗсем ҫинчи ҫынсем ҫакӑн пек хӑтланса пурӑннӑ. Пӳлӗмрен — ӗшеннӗ чирлӗ лаша хашлатнӑ пек ассӑн сывлани илтӗннӗ. Ҫук, тусӑм, манӑн патӑмра эпӗ сана пӑлхавсем тума ирӗк памастӑп… манӑн патӑмра… Вӑл ҫакна сиснӗ те крана хупса лартнӑ. — Эккӗйлетсе ан лар-ха эсӗ! — ҫилленсе кайрӗ секретарь, унӑн сасси чӗтренсе тухма пуҫларӗ. Манӑн пӗтӗм канлӗхӗм самантрах ҫухалчӗ. — Анчах мӗнле пулсан та, халӑх ӑна ҫав тери юратать, ҫавӑнпа та турра кӗлтума ҫӳрекенсем юлашки вӑхӑтра Бризигиллӑна кӗрсе Монтанеллирен пехиллӗх илеҫҫӗ. Йӗрсе ярас патне ҫитнӗ Тоня, пуҫне тайса, тутисене ыратичченех ҫыртать. Вӑтӑр ҫинче ҫитрӗ ӗнтӗ… Паллашма питӗ хавас. Эпӗ вӑл каланине итлесе ларатӑп, старик ман хурлӑха пусарса хурӗ, мана сарӑ шӑтӑка тата ун айккинчи хура та нӳрӗ татӑксене манса кайма пулӑшӗ тесе кӗтсе тӑратӑп. Алӑкран сылтӑмра тутӑрсемпе карса хупӑрланӑ икӗ чӳрече; пӗрин тӗлӗнче куҫлӑх тӑхӑннӑ Наталья Савишна чӑлха ҫыхса ларать. Кун пек ялавпа пуличчен, нимӗнле ялав пулманни те авантарах, — терӗм. Одинцова часах хӑйӗн пӳлӗмне кайрӗ те ирхи апата кӑна пычӗ. Пӗр аллипе унӑн аллине пӑчӑртаса, тепӗр аллине вӑл, хохолӑн ҫӳллӗ кӗлетки чӗтреннине чарма тӑрӑшнӑ пек, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Макара вӑлах ӗнтӗ Майданниковсен автанне кайса курма ӳкӗте кӗртрӗ. Вӑл пулас ӑрусем валли ҫеҫ маяк лартса хӑварнӑ: ҫак кӗтес ҫине ҫаврӑнса пӑхӑр, тесшӗн пулнӑ. Унӑн ҫине ҫав ӳсентӑранӑн штык майлӑ ҫулҫисенех витнӗ. «Ганс ҫӑл шывне» питӗме чиксе йӗпетес тесе пӗшкӗнтӗм. Хӗвел тухӑҫ енче вӑл — экватор таранах; вӑтам меридиан ҫывӑхӗнче ҫутӑрах ене вашмӑклатса ункӑланнӑн ҫӗкленет, унтан икке пайланать те ҫаврашкан хӗвел анӑҫ хӗрринче иккӗмӗш сӑмсаха куҫать. Арҫын ача сасартӑк — ах! тесе илчӗ те, Алексей ҫине калама ҫук хӑравҫӑллӑн пӑхса илсе, аяккалла тапса сикрӗ. Ыйтас килет: мӗншӗн-ха ҫав негра аукционта сутмаҫҫӗ? Ҫавна пӗлнӗ пулӑттӑм эпӗ. Тайӑлтарса тытнӑ штыксен вӑрманӗнчен тӗп-тӗрӗс вӑрӑм йӗр уйрӑлни те сывлӑшра енчен еннелле пӗр-тикӗссӗн сулкаланма тапратни курӑнчӗ хыҫалтан. Колхозра пулас килмест манӑн! — Вӑл — начар мар, вӑл тӗрӗс те пулӗ… Анчах эсир ҫак сӑмаха ахалех каларӑр. Урӑххи тӗлӗшпе пансем пулса тӑратӑр: гетман, сан пуҫ тирне сӗвӗҫ те унта хуратул хывӑхӗ тултарӗҫ, ӑна мӗнпур ярмӑркӑсенче нумайччен курмалла пулӗ! Хӑрах аллипе алӑка ярса тытнӑ Корж ҫӑварне карнипех шак хытса тӑрать. Гленарванпа майор, мӗн те пулсан тытӑпӑр тесе, пӑшал та илчӗҫ. Куратӑр-и? Хӑтар эсӗ мана унран, ил-ха, ме!.. Сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те юрласа ячӗ, унтан вара, йывӑҫ тӗмӗ хушшинчи хӑранӑ вӗҫен кайӑк пек, таҫта кӗрсе ҫухалчӗ. Вӗсем кунта кӗркунне тӑкӑннӑ ҫулҫӑсенчен те нумай. Вӗсемпе аппаланнипе манӑн ҫурӑм суракан пулчӗ, пӳрнесем ыратрӗҫ. Кун хыҫҫӑн кун иртет, анчах пирӗн ӗҫӗн вӗҫӗ курӑнмасть-ха. Уйӑх та халь ҫутатми пулчӗ — вӑл пирӗн ҫинелле пысӑк хура пӗлӗт пек шуса пырать, тӳпен чылай пайне хупласа та илчӗ. Анчах Бек-Агамалов, туса кӑтартнӑ тӗлӗнтермӗш хӑватне пӑсасран хӑранӑ евӗр, кулкала-кулкалах, хӗҫне йӗнни ӑшне чикме тапратрӗ. Ку, тепӗр тесен, пурӗпӗрех-ха. Мӗн кӑна шутласа кӑлармӗ!» тесе мӑкӑртатрӗ. — Килтӗм эп сирӗн пата, — тенӗ вӑл, хӗрарӑм сӑмахне пӳлсе, — пӗр хӗрхенӳсӗр!.. Тӗрӗссипе, нихҫан та кун пек пулманччӗ-ха. Тьфу, ку епле капла! Ун умӗнче эпӗ вутра ҫунаттӑм, анчах ҫав вут мӗнлескер иккенне пӗлме пултараймастӑм — мана ҫунма та ирӗлме кӑна ырӑччӗ. Хӑй ун ҫинчен шухӑшламасӑрах, вӗсене вӑл шутласа пычӗ, ҫӗр ҫине пӗр машина ларнӑ хыҫҫӑн тепри лариччен вӑхӑт чылай иртсен — пӑлханма пуҫларӗ. Ку пӗлӗт — шыв сирпӗнчӗкӗсем! Ӑна эпӗ нихӑҫан та манма пултараймарӑм. Халичченех-ха, ӑна хам пурнӑҫра пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫсемпе ҫыхӑнтарса пӑхсассӑн, темле малашнехине пӗлтерекен тӗлӗк пулнӑ пек туйӑнать вӑл мана. Хунта деятелӗсем пуринчен те сахалтарах пӗлнӗ. Анчах вӑл ял варринче пурӑнать, ун патне кайма хӑрушӑ. Хӗллехи ҫил-тӑманлӑ кунсенче, ҫӗр ҫинче пурте — ҫуртсем, йывӑҫсем чӗтренсе, макӑрса, уласа тӑнӑ чухне тата хурлӑхлӑ чиркӳ чанӗсем аслӑ типӗри манерлӗ ҫапса тӑнӑ чухне, мастерскоя кичемлӗх, йывӑр тӑхлан хумӗ пек, юхса пырса кӗретчӗ, ҫынсене пусса хуратчӗ, вӗсенче чӗрри мӗнпур, пурне те вӗлерсе вӗсене хупахалла, хӗрарӑмсем патнелле турта-турта кӑларатчӗ, — хӗрарӑмӗсем вара, эрех пекех, пурне те манса каймалли май пулса тӑратчӗҫ. Урнӑ пек пулса ҫитнӗ онбаши ҫиллине шӑнараймарӗ — Огнянов урамра курӑнмарӗ. Анчах талӑкри ҫирӗм тӑватӑ сехетрен вуниккӗшӗпе ҫеҫ усӑ курсан, ахаль те вӑрӑм ҫулҫӳрев татах та вӑрӑма кайӗ. — Эпӗ хӑш чухне ват юхнипе аптӑратӑп, — ответлерӗ ӑна лӑпкӑн Павел Петрович. — Ман тӑшмансем пулнӑ, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн Панталеоне. Пушкинӑн пит илемлӗ юмахӗсем мана пуринчен ҫывӑхрахчӗ те ӑнланмалларахчӗ; вӗсене темиҫе хут вуласа тухсанах, эпӗ ӗнтӗ вӗсене пӑхмасӑр калама пӗлеттӗм; ҫывӑрма выртаттӑм та хам ҫывӑрса кайичченех куҫа хупса стихсем пӑшӑлтатса выртаттӑм. Вӑл ытти кулкаласа ҫӳрекен матроссем патне те ҫавнашкалах пыра-пыра кайрӗ. Сирӗншӗн шухӑшлатӑп вӗт-ха. Халь вара Дик Сэнд карап ӑҫта пынине компаспа лаг кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫилпе шыв юхӑмӗ ӑна ҫултан чалӑштарма пултарнине шута илсе, тӗшмӗртме ҫеҫ пултарать. Австралине каҫнӑ чухне Сеймурпа Мэрибороус хаҫачӗсене вуланипе эпӗ пурин ҫинчен те пӗлеймерӗм. Этемре ӗмӗрне пулма пултарайман хӑватлӑ вӑйпа эпӗ хумсене ҫурса кӑна пыратӑп. Яхта патнех ҫывхартӑм, ун патне ҫитме утмӑл метртан та ытла юлманччӗ, вӑл ҫаварӗнче те утравран лерелле ишсе кайрӗ. Хам дивизире ҫавӑн пек офицерсем пурришӗн савӑнатӑп! Ҫук, ку ӗҫе тула кӑларар мар-ха!» — терӗ. — Христос ячӗпе ыйтатӑп, хуллентерех эсӗ, — пӑшӑлтатрӗ Наталья. — нимӗн те ҫук вӗт! Эпӗ нимӗн те тавҫӑрса илеймерӗм. Ӑна ыттисем алла тытсан, вӑл хӑйне тытнӑ ҫыннӑн питне пӗчӗк аллисемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт хыпашлатчӗ те часах нянькӑна, Макҫӑм пиччене, ашшӗне палласа илетчӗ. Салли аппа ҫилленсе кайрӗ: куҫӗсем сиввӗн йӑлкӑшаҫҫӗ, пӳрнисем чӗтреҫҫӗ — халь-халь Тома ҫатӑрласа тытассӑн туйӑнать. — Камсем-ха вӗсем «пурте»? Вӑл, тӗттӗмре хура, ҫав тери пысӑк та тискеррӗн курӑнса тӑракан карап ҫине тӑрмаланса хӑпарчӗ. Артур ҫӑмӑл та кӗрнеклӗскер, ун пек ятланине тивӗҫ пулман пулсан та матрос ӑна «типӗ ҫӗр ҫинче ҫӳрекен халӑх» тесе майӗпен ятласа илчӗ. — Эсӗ кала, эпӗ ӑна кучченеҫ те парӑп. Эсӗ куратӑн — илемлӗ мар вӑл, анчах ун хакне шутласа кӑларма ҫук, мӗншӗн тесен Мгнадис-Фза чул ҫӗр ҫинче пурӗ те тӑватӑ ҫынра кӑна. Вӑйлансах пыракан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗпе усӑ курмаллах. Корзинкӑра та ҫавӑнтах лартма юрать-и? Эпир ҫав вырӑна ҫывхарса пынӑҫемӗн шыв юпи пысӑклансах пырать. — Михаил Васильевич халӗ ҫарта мар-и вара? Ҫак аслӑ чӑнлӑха шыраса тупнӑ вӑхӑталла Коперник хӗрӗх ҫул тултарайман пулнӑ-ха. Вӗсем пурте пурнӑҫран аякра тӑракан иллюзисен наркӑмӑшӗпе сут тӑваҫҫӗ, пурте ҫӑмӑл ӑнӑҫушӑн, пысӑк савӑнӑҫшӑн тӑрӑшаҫҫӗ, анчах ҫав ӑнӑҫупа савӑнӑҫа епле тупасси ҫинчен нимӗн чухлӗ те шутламаҫҫӗ. Юланутҫӑсен кӗтмен ҫӗртен сивӗ ванна йышӑнмалла пулчӗ, анчах ҫакӑн пирки вӗсем калаҫса та тӑмарӗҫ. — Эпӗ кун ҫинчен шухӑшланӑччӗ, — терӗм эпӗ, вӑл пирӗн форт ҫине тупӑран пеме май пурри ҫинчен калаҫать пулӗ тесе шутласа. Эпӗ кимӗ вӗренне салтнине курсан, Том вара ҫапла каларӗ: — Ну юрӗ эппин, питӗ каяссу килет пулсан, эпӗ сана хулана пырсан мӗн тумаллине калам. — Граф-и вара? — терӗ те тӗлӗннӗ хӗрарӑм, чӗресне тепӗр аллипе тытрӗ. — Вӗлернӗ ӑна. — Ытла хытӑ тӑрӑшнӑшӑн хӑвӑн сылтӑм аллупа сарлака ҫӑварна тав ту, председатель, стрепкепе кашӑка мар. Икӗ хутчен пӑшал пени Сасартӑк тепӗр хут чарӑннӑ хыҫҫӑн, ку хутӗнче нумай чарӑнса тӑмалла пулмарӗ ӗнтӗ, — суд юман айӗнче каллех хӑй заседанине пуҫласа ячӗ. Аллисем патшан чӗркуҫҫисем ҫинче ним хускалми выртаҫҫӗ, куҫӗсем хӑйӗн, тарӑн шухӑшпа тӗксӗмленнӗскерсем, тухӑҫалла, Вилӗ тинӗс еннелле тинкернӗ, — унта, шуҫӑмӑн ялтӑр ҫулӑмӗнче, Аназен ҫавра тӑрри хыҫӗнчен хӗвел хӗрелсе тухать. Халдейпе Ниневи асамҫисен вӗрентӗвне, Абидос, Саиспа Мемфис астрологӗсен наукине, волхвасен, мистагогсен вӑрттӑнлӑхне, Ассири эпопчӗсенне те, Бактрӑпа Персепольӑн пуласлӑха калаканӗсенне те, тӗпчесе тишкернӗ патша, вара ӗненнӗ: вӗсен пӗлӗвӗсем — этем пӗлевӗсемех иккен. Арҫыннӑн нимӗнрен те хӑрамалла мар, тет Макҫӑм пичче: сивӗрен те, выҫӑран та, аслатирен те, ҫумӑр пӗлӗчӗсенчен те. Залра каллех шӑп пулчӗ. Ҫак пурнӑҫра мана телейлӗ тунӑшӑн эпӗ сана, хаклӑран та хаклӑ тусӑм, чӗререн тав тӑватӑп; лере эпӗ турӑран сана ырлӑх кӳме ыйтӑп. — Мӗнле вӑййа? — тесе ыйтать капитан, хӑй ҫӗҫҫине хуллен пытарать. Анчах Петр ывӑлне курман, вӑл арӑмӗн путса аннӑ куҫӗсене ҫеҫ, вилнӗ ҫын пек шурса кайнӑ сӑнне ҫеҫ курнӑ. Эпӗ астӑватӑп-ха хамӑра кӑвакал ҫинчен вӗрентнине. Пароход ҫуммипе, хура шыв тӑрӑх, сарӑ ҫу ҫаврашкисем пек ҫутӑсем ишсе пыраҫҫӗ, анчах нимене ҫутатма та вӑй ҫитереймесӗр сӳнеҫҫӗ. Чӑн та, аса илме те кулӑшла, эпӗ ун хыҫҫӑн ача пӑхакан пекех ҫӳреттӗм. Унта мана суд тунӑ чухне эпӗ пулас ҫук! — Уткала! — мӑкӑртатрӗ лавҫӑ, лаши ҫинелле тилхепепе сулса. Пиллӗкмӗшне, Давыдова, пурте пӗр кӑмӑллӑ пулса, тавлашса тӑмасӑрах, суйларӗҫ. Кӑна ӗнер илнӗ хут пулӑшрӗ. Эпӗ сан аннӳна пурҫӑн тальма панӑччӗ. Манӑн пуҫра пӗрмай ачасем: мӗнле илсе каймалла-ши вӗсене аяккалла, хӑвӑртрах ыйтса пӗлесчӗ, кам эпӗ вӗсемшӗн? «Чимӗр-ха, — терӗ вӗсенчен пӗри: — тимӗрҫӗ хӑйӗн миххисене манса хӑварнӑ; пӑхӑр-ха: мӗнле хӑрушла михӗсем! Казаксем будкӑра, хӗрарӑмсем тулта ҫывӑрнине ҫурхи акаранах астуса юлнӑ, анчах икӗ уйӑх хушшинче мӗн те пулин улшӑнма пултарнине ыйӑха пула ӑнкарса илеймен Ҫӑрттан мучи будкӑна шӑппӑн упаленсе кӗчӗ те пушмакне хывса, хӗррине выртрӗ. Ҫав ачапа-и? Чи малтанах, манӑн сысна ҫӑвне ытларах ҫисен ялан кӑкӑр хӗртет, унтан тата — халӗ мӗн ҫитерсе усранӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ӑна? Ҫав сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнланать-ши вӑл, кашни тӳрӗ ҫамрӑк ҫынна вӑл пӑлхавҫӑ тет. Анчах пыр та калаҫ вӑт: таҫта, темре, темле йӑнӑш тунӑ пекех туйӑнать! Ҫак хисеплӗ ҫынтан вӑл вулама тата вырӑс сӑмахлӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫлеме юратса юлнӑ пулас. — Пулма пултараймасть! — тесе пуҫне ҫӗклесе каларӗ Паганель. Анчах халӗ ку мана хӑратаймасть. — Тавтапуҫ сире ман тӗлӗшпе ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, — терӗ вӑл шӑппӑн. Пурӑнассу килет пулсан — хывмаллах ӑна. Эсӗ мӗнпе килнӗ? Маншӑн вӑл тата нумай ырӑ ӗҫсем тума пулчӗ. Ӑна халех вӗлерес килекен ан пултӑр тесе, манӑн ун умӗнче ырӑ кӑмӑллӑ пулма тиврӗ. Турӑран пытарма тӑрӑшни кӑлӑхах-ҫке. — Мӗн тени пулать ку, Дмитрий! Хушшӑмӑрсем виҫӗ утӑмран ытла марччӗ, костылӗмсемпе ӑна тӳрех пуҫӗнчен яра панӑ пулсан минрететтӗмччӗ ӑна эпӗ. Тӗркеленӗ парӑса мачта ҫине хӑпартмалла, унта ӑна леер ҫумне ҫыхса хумалла. Манӑн хамӑн ҫын пулас килет… эп пулнӑ та ӗнтӗ, мӗншӗн тесен, пурнӑҫ епле ирсӗр иккенне чухлатӑп ӗнтӗ эпӗ. Ку мана тӑвӑллӑ тинӗсре кимӗ ишсе пынӑ пекех туйӑнчӗ. Салтаксем пӗтӗм плац тӑрӑх унта-кунта сапаланса тӑнӑ: шоссене ытамланӑ тирексем патӗнче, гимнастика машинисем ҫывӑхӗнче, рота шкулӗн алӑкӗсем таврашӗнче, тӗллесе пемелли станоксем умӗнче. Унӑн тимӗр пек ҫирӗп чӑмӑрӗ ҫӗкленсе илсе конвоирӑн пуҫӗ ҫине ӳкрӗ, тепӗр секундӑран Корчагин ҫумӗнчен хӑйпӑтса илнӗ петлюровец, икӗ йывӑр ҫупкӑ туянса, канава йывӑр михӗ пек йӑванса кайрӗ. Пирӗн Том вилет! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ҫав йӗрӗнчӗк чӗрчунсем нихҫан та!.. Сирӗн ҫинчен вара, эсир арӑмна муритлесе вӗлернӗ, теҫҫӗ. Пистолет пӗҫертет ун аллине, вӑл ӑна темиҫе хут та ман ҫине ҫӗклерӗ, хӑй чӗтрерӗ те, йӑнӑшпа ку чӑнах та персе ан ятӑр тесе, эпӗ чанах та пӑшӑрхана пуҫларӑм. Тӳрех пырӑпӑр та калӑпӑр: «каялла пар йытта!» — тейӗпӗр. Джемма ҫӳлти пӳлӗме хӑпарчӗ те, кӑкӑрӗ ҫине роза чиксе, пуҫне испанкӑсем ҫыхакан чӗнтӗр тутӑрпа витсе, часах каялла таврӑнчӗ. Тепӗр уйӑхран вӑл Нхобе юхӑмӗпе ҫак шыв Замбезие юхса кӗнӗ вырӑна ҫити аннӑ, Наньелте, Катонгӑра, Либонтра пулса курнӑ. Юлашкинчен Замбезипе Либа пӗрлешнӗ тӗле ҫитнӗ, ҫак юханшывӑн юхӑмӗпе Португалин хӗвеланӑҫ колонийӗсем таран экспедицие кайма шутласа хунӑ. Тӑхӑр эрне ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн экспедицие кирлӗ япаласене хатӗрлеме Линьянтие таврӑннӑ. Ҫав хут ҫинче акӑ мӗн ҫырнӑ: «Для детьей два удочка — 70 копек. Тӗлӗнмелле! Кӑнтӑрла хулара шыв пӑрӑхӗн кранне уҫрӗҫ те — шыв ҫавӑнтах юхма чарӑнчӗ, анчах нумайлӑха мар. Ача пек пӗчӗк япала шыраса тупмалла чух вӑл нихӑҫан та куҫлӑх витӗр пӑхмасть, мӗншӗн тесен ҫак куҫлӑхӗ унӑн параднӑй куҫлӑх — чӗри мухтанмалли япала. Ӑна вӑл кирлӗшӗн мар, илемшӗн ҫеҫ тӑхӑннӑ; ун витӗр пӑхни икӗ хут питлӗх витӗр пӑхнипе пӗрех. — Ҫапла, ҫапла. Рита хӑвӑрт ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Чӑннипех, юратса пӑрахрӑм-и вара эпӗ?.. Ҫакӑн пек йывӑр чухне хӑйне пулӑшу кӳрекен ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вӑл тав туса пӑхрӗ, вӑл тӗлӗнчӗ те, савӑннипе куҫҫулӗ тухасса та ҫитрӗ. Ҫакна ҫеҫ аван пӗлетӗп: вулкан ҫӗнӗрен хускалнӑ май эпир тата вӑйлӑрах хӑпарса пытӑмӑр, пире тупӑран кӑларса янӑ етре пекех хӑвӑрт илсе каять. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, Павка ӑна лашасем тӑракан вите патнелле пынине курчӗ. Хытӑрах хӑвала, Устин Михайлович, тата хӑв чӑпӑркку ӑҫта ӳкнине лайӑх асӑрха. Лашине тӑлласа курӑк ҫиме ячӗ, хӑй вара пиҫиххи хушшинчен пысӑках мар платник пурттине туртса кӑларчӗ те вӑрман хуралҫи Гремячий колхозне уйӑрса панӑ делянкӑри юмансене чутла-чутла паллӑ тума утрӗ. — Ну, ҫапах та Мануйлиха пирки мӗнлерех, начальствӑ господин? — сӑпайлӑн асӑрхаттартӑм эпӗ. Мӗн тӑвас тетӗн? Вӑл хӑй ҫине черкескине пӗркенчӗ те крыльца ҫине сиксе тухрӗ. Шӑммисем палӑрса тӑракан ҫап-ҫара кӑкрипеле шывпа ларакан чугун ҫине ӳпӗнчӗ. Шывне ӗҫнӗ май шӑлӗсемпе чугун хӗррисене шатӑртаттарса ҫыртать. Унтан пӗлӗт ҫинчен йӗпхӳ ҫӑва пуҫланӑ, — куҫа аран ҫеҫ курӑнакан вӗтӗ пӗрчӗсем хунарсен ҫутине, магазинсен кантӑкӗсене кӑвакрах тусанпа пиелесе илнӗ. Эпир, инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳрекенсем, Европа ҫыннисемпе акӑлчансем сайра хутра кӑна ҫитсе куракан ҫӗршывсенче тинӗсре тата типӗ ҫӗр ҫинче пурӑнакан тӗлӗнмелле чӗрчунсем ҫинчен ҫӑмӑллӑнах ҫырса панӑ пулӑттӑмӑр. «Пӑх-ха, Маша, мӗнле шуранка вӑл. Архитектора вӑл: эпӗ укҫа шеллеместӗп, анчах манӑн дворец пачах та хӑйне майлӑ пултӑр, тенӗ. Оркестр фокстротсемпе вальссем калать, ҫак пӗчӗк залра йӗс инструментсен сасси ытла ҫывӑхра янранӑн илтӗнет. — Пирӗн ҫинчен ырӑ сӑмахпа асӑннӑшӑн тавтапуҫ сана, анчах ытлашши мухтаса тӑкни, — ку ӗнтӗ перегиб пулать. Кӗтмен ҫӗртенех сике-сике тутнӑ юнлӑ вату-ислетӳсем тата вӗсем пур тухне те тенӗ пекех, ним айӑпланмасӑрах юлнӑ ӗҫ-пуҫсем ҫинчен яланхи калаҫу — ҫамрӑк офицерсем унашкаллине питӗ юратаҫҫӗ — хускалса кайрӗ вара. Майӗпен каҫ пулса килчӗ. Вунӑ сехет ҫитнӗ. Канасси ҫинчен те шухӑшлама вӑхӑт ӗнтӗ. Вӑл васкамасӑр аллисене, пит-куҫне шӑлчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ӗмӗр-ӗмӗр ҫывракан ҫулпуҫне пурте ҫителӗклӗ пулмалла. Мана курсан, Ивин хӑй савӑннине питех палӑртмарӗ, калаҫнӑ вӑхӑтра ман куҫхаршисем ҫинелле пӑхрӗ. Эпӗ — хӑнчӑр куҫлӑ та, анчах санран, жуликрен, витӗртерех куратӑп-ха! — Мӗн каласшӑн вара эсир ҫак сӑмахпа? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Каллех улталасшӑн мар-и тетӗп-ҫке. Тинӗс шывӗ, тет, тӑвар ирӗлчӗкӗ пулнипе электролит пекех, этем ӳт-пӗвӗ те хӑйне евӗр электролит. Начдива вӗлернӗшӗн калама ҫук хытӑ ҫиленсе кайнӑ экадронецсем легионерсен взводне касса тӑкрӗҫ. — Кам пырать мана. Садра, ҫӑка айӗнче, Илья Артамонов Гаврила Барский, ҫураҫнӑ хӗрӗн хреснашшӗ Помялов, сӑран тӑвакан пушӑ куҫлӑ Житейкин тата урапасем сутакан Воропонов ҫаврака сӗтел хушшинче пыллӑ сӑра ӗҫеҫҫӗ. Пӗччен юлсан, ҫынсем садра, картишӗнче, пур ҫӗрте те праҫникри пек шавланине итленӗ. Анчах фабрика — шарламан. — Мӗн, ара, — тенӗ Бекки, — эпӗ сисмерӗм те, сасӑсем тахҫанах илтӗнме пӑрахрӗҫ мар-и ҫак? Ҫынсем сасартӑках пурте киммисене ҫула кайма хатӗрлессе пӑрахса ҫыран хӗрринчен кунталла тухрӗҫ, мӗншӗн тесен, вӗсен халь похода тинӗспе мар, типҫӗрпе каймалла килсе тухрӗ, вӗсене суднӑсемпе козаксен чайкисем мар, урапасемпе лашасем кирлӗ пулса тӑчӗҫ. — Эх! Сирӗн приказа итлесе, май пулчӗ-тӗк, вӑл ҫавӑнтах Мельбурнран тухма тивӗҫлӗ. — Хӑҫан та пулин калӑп, халь мар. Пугачев кайрӗ. Йывӑҫсен ҫулҫисем шӑплатнисӗр пуҫне эпӗ урӑх нимле сасӑ та илтеймерӗм. Марко чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа витене кӗчӗ, лашине хӑратасшӑн пулмасӑр ӑна каҫанӗнчен лӑпкарӗ; унтан хӑма ҫапса каркаланӑ чӳречерен кармашса пӑхрӗ. — Акӑ эсӗ мӗнле! — тӗнӗ Миките кӗртпе ҫырмана ӳпкелесе, хӑй ҫуха хыҫне тулнӑ юра силленӗ. — Эсӗ мана яланах пур ҫӗрте те кансӗрлеттӗн-ха, ҫавна ҫеҫ калама юлтӑм эпӗ. Сасартӑк йӑваш кулӑ чупса иртрӗ унӑн тутисем ҫийӗн. Мана мӗнле те пулин чуна илӗртекенни, юрату ҫинчен ҫырни пулсан лайӑхрахчӗ те… Ун хӑйӗн килне, кашни утӑм янӑравлӑ звук парса тӑракан тем пысӑкӑш пушӑ ҫурта, каяс килмен, вара вӑл хура кӗркуннен салхуллӑ каҫӗпе хупланнӑ урампа уттарнӑ. Пӗлетӗн-и эсӗ, ухмах тарҫӑ, эпӗ чиновник, чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын. Устенька патне каятӑп. — Хӑйпӑт! — приказ пачӗ Юргин. — Урок пӗтрӗ-и? — ыйтрӗ Сен-Жером, пӳлӗме кӗрсе. Атте картла теветкелленсе вылянӑ пирки ун пурлӑхӗ йӗп вӗҫӗнче ҫеҫ тытӑнса тӑрать, апла пулин те вӑл выляса янипе е выляса илнипе Авдотья Васильевна пачах интересленмест, хӑй ҫапах та атте клубран таврӑнасса кашни каҫах ыйхӑ татса кӗтет. — Мӗнле Дольская госпожа? — Ҫичӗ пин ҫын? Коробкӑра, сарӑхса кайнӑ мамӑклӑ хутӑн икӗ сийӗ айӗнче, пӗчӗк гранат хӗрес выртнӑ. Эп ӗненместӗп малтан туйса илес тенӗ тӗшмӗшлӗхе, анчах циркульнӑй ҫурт умӗнче тӑрса, Полярнӑйпа Екатерининский бухтӑн илемӗшне курса чуна савӑнтарнӑ чух, ирӗксӗрех мана ҫав сӑмах аса килчӗ. Астӑватӑп! Сукмакӗ аялалла пӑрӑнчӗ те чул пек хытӑ, йӑлтӑркка шурӑ ҫулпа пӗрлешрӗ. Карчӑкӗсем картла выляҫҫӗ. Апат пӗҫерме-и? Ой, турӑҫӑм — тесе йӑнӑшса илчӗ те Кассий Кольхаун, отряд хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ. Пулкалать-мӗн ун пекки хӑш-пӗр чух — пӳске тем тусан та укҫасӑр калаҫмасть. Геркулес хӑй ӗҫне пӗтерсен, Дик Сендпа ун юлташӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шала шуса кӗчӗҫ. — Ҫапла пулмасӑр, — ответленӗ тарҫи. Эсир мӗн ятлӑ? Вӑл нумайтарах ӗҫленӗҫемӗн пурнӑҫ та хаклӑланса пырать. Вӑл шухӑшласа ларчӗ, шӑршласа пӑхрӗ: пыл шӑрши кӗрет. Чартков ҫыхӑ ҫине 1000 червонец тесе ҫырнине асӑрхарӗ. Анчах Дантона ӗнентерме ҫӑмӑлах мар. Ҫӳҫӳ каллех йӑлт пусса илнӗ, упӑтенни пек; Ганко патне кай та кала, ҫӳҫне казакла касса ятӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара Краузе тытать те лӑпкӑн кӑна лагере, малти линейкӑна, ялав патне каять. Пӗр Мересьев кӑна, аллине туя тытнӑскер, уҫӑлса ҫӳреме килнӗ ҫын пек курӑнчӗ, — вӑл, ҫуллахи каҫӑн илемӗпе киленсе, пӗтӗм кӑкрипе сывласа, хыр тураттисем хушшипе тухакан ӑшӑ хӗвел пайӑркисем хайӗн питне ҫемҫен ӑшӑтнине туйса, ерипен утса пычӗ. — Ыран сирӗнпе сывпуллашма тивет, хутора каятӑп, — шут тытрӗ Давыдов, — Тӑшман пуҫне ҫӗклет вӗт, а, Кондрат? Самолётсем ӑшӗнчен сике-сике тухнӑ чух лётчиксем шавламарӗҫ, кӑшкӑрмарӗҫ, ӑнӑҫлӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн яланах ҫапӑҫура пулнӑ тӗрлӗ самантсене аса илсе хавасланнӑ пек хавасланмарӗҫ. «Ӗҫе тек тӑсса пыни ҫитет ӗнтӗ, — тесе шут турӗ Алексей. Чиновник та Ковалев йывӑр инкеке кӗрсе ӳкнӗшӗн салхулланнӑ пек пулчӗ. Джо ирхи апат валли ветчина касма тапратрӗ. Анчах Томпа Гек ӑна ҫав ӗҫе тума тӑхтамашкӑн хушрӗҫ: вӗсем шыв хӗрринче пӗр меллӗрех вырӑн тупрӗҫ те вӑлтисене ячӗҫ. Пулӑ пырса лекессине пӗр минут та кӗтсе тӑмалла пулмарӗ. Сӑмахран, мирлӗ халӑха тивеҫҫӗ-им вӗсем? Григорий чӗрӗлсе ҫуталса каять. Пӗтӗм чунтан ыйтатӑп… — Ҫак сӗтел ҫинчи апата манӑн юлташ штурман Билли валли лартнӑ-и? — ыйтрӗ вӑл, кулса. Ҫамрӑк кил хуҫи унӑн халлӗхе «якалсах» ҫитеймен, анчах вӑйлӑ музыка туйӑмӗ пурри ҫинчен ҫунатланса мухтама тытӑнсан, кашнинчех вӑл ҫиҫсе-хӗрелсе каятчӗ. Йӗркеллӗ ҫын хӑв, ачу-пӑчу та пур, ҫапах та, пӗчӗк ача пек, пурне те аптӑратса ҫӳретӗн. Пӗр минут… икӗ минут иртрӗ. Пӗрремӗш, республика окраинӑра, йӗри-тавра ССР Союзӗн территорийӗпе хупӑрланман пулмалла. Пуласса тем те пулса иртрӗ ӗнтӗ, ун ҫинчен калаҫас тесен пӗтӗм пурнӑҫа ҫитмелле пек туйӑнать. Малтан хамӑра-хамӑр лайӑхрах аса илессине эпир сиснӗ пекех пултӑмӑр. Тен, суяҫҫӗ пуль. Поповӑпа икӗ-виҫӗ хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн, Артамонов пӗрмаях ун ҫинчен ӗмӗтленме пуҫларӗ. Ганс хӑйӗн пӳрнине пиртен пӗр икҫӗр хӑлаҫра курӑнакан тӗмеске ҫине тӑсса кӑтартать; ҫав тӗмеске пӗрре ҫиеле тухать, тепре аялалла анса каять. Анчах маншӑн ку — йывӑр ӗҫ. Шурӑ кӗпи хӑйӗн ҫаннисене вӗҫтерсе ытла та хытӑ туртӑннӑ. Черет мана ҫитрӗ. Мӗнпе сыхланас-ха ман?» Эпӗ тарӑн шухӑша кайса лараттӑм, сасартӑк Савельич ман шухӑшсене татрӗ. Тепӗр тесен, ҫак самантра эпӗ нимӗн те асӑрхама пултарайман: тӗлӗкри пек ҫӳрерӗм, хамӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗмре темле айванла ырлӑх туйрӑм. Вӗри пулин те, чӑн-чӑн шывах; ку шыв пирӗн сӳнме пуҫланӑ пурӑнӑҫа чӗртсе, чӗресене таптарма пуҫларӗ. Ӗҫ тухмасть апла! Эпир вӗсем иккӗшӗ те каялла тавӑрӑннӑ тӗлелле кайса пӑхсан, ҫавӑ паллӑрах пулса тӑрать пулӗ. — Эсир мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑр, — терӗ вӑл майӗпен. Ют ҫӗршыв ҫыннисемпе вӑл яланах ҫавӑн евӗрлӗ калаҫать. Унӑн ывӑлӗ пур. Пӗр виҫӗ кунтан эпӗ кӑштах лӑплантӑм, анчах яла каймалла пуличченех килтен ниҫта та тухмарӑм, пӗрмай хам хуйхӑ ҫинчен шухӑшласа, килти мӗнпур ҫынсенчен пӑрӑна-пӑрӑна, пӳлӗмрен пӳлӗме пӗр уссӑр сулланса ҫӳрерӗм. — Мӗн аппаланатӑр эсир ку хӑйӑрпа? — ыйтрӗ Давыдов бригадӑри вӑкӑрсене пӑхма уйӑрнӑ Демид Молчунран. Лапутийӑри наука корольпе унӑн ҫывӑхӗнчи ҫынсем. Каҫчен кӑна мар, ик сехет ҫеҫ иртиччен те вӗсенчен иккӗшӗ вилчӗҫ, пиллӗкӗшӗ суранланчӗҫ, ыттисем вара ҫаплах шӳт туса ларчӗҫ. Ҫынсем сӗтел патне сас-чӗвӗсӗр чӗрне вӗҫҫӗн пыра-пыра тӑнӑ, Фомана курас тесе, мӑйӗсене тӑснӑ. Ах, майор! Вӑл мана ҫаратса хӑварӗ. Мӗн тӑвас-ха манӑн? Вӑл вӗт… Кичем вӑхӑта ҫапла ирттернинчен ырри ҫук: ҫывӑрса каятӑн та, тунсӑхласси-мӗнӗ те пӗтет. Шалтан мар упраҫҫӗ хӑйсене, тул енчен… — Хуть икӗ ыйту пар, — тӳрех ирӗк пачӗ темле савӑнӑҫлӑ япала пуласса сиснӗ пек Макар Нагульнов. Ун чухне ку вӑл ҫав тери пысӑк укҫаччӗ, ҫавӑнпах та ӗнтӗ анне ӑна ӗмӗтсӗрленсе аллаппипе хупларӗ. Пичӗ — кирпӗч тӗслӗ, ансӑр, пӗркеленчӗк, шӗвӗр сӑмсаллӑ. Чӑннипех те урӑх нимле тума та май килмерӗ, ҫавӑнпа Гленарванӑн хаклӑ тӑракан кӗленче мӑйне ирӗксӗрех татса пӑрахмалла пулчӗ. Анла пулсан, ку ҫакна пӗлтерет: ман ҫумра эсир, ватӑ йытӑ ҫумӗнчи ҫурасемпе пӗрех. Елена пит-куҫӗнче вӑл Шубина тарӑхнине асӑрхарӗ, — ҫавӑ ҫеҫ. Паллӑ ӗнтӗ, кирек мӗн улӑштарас тесен те, Аркашка таҫта кайса кӗме хатӗр, пулас улӑшӑва кӗтсе, вӑл аллисене кӑмӑллӑн сӑтӑркаларӗ. Пурпӗрех! — лӑпкан тавӑрчӗ Марьяна. Петр хӑш чухне Елена, шухӑша кайса, кушакӑнни пек кӑвак куҫӗсемпе хӑй умнелле пӑхнине аса илчӗ те хӗрне асӑрхаттарма шутларӗ: — Коптев саншӑн мӑшӑр мар, эсӗ унпа ытлашши ан ихӗлтет. Унта ӑна консерваторие кӗртнӗ (мӗншӗн тесен музыка енӗпе таланчӗ пулнӑ ӗнтӗ), вӑл вара унтан сӗрме купӑсҫӑ пулса тухнӑ та концертсенче каланӑ. — Сирӗн преосвященство, эсир чирлемен-и? Чӗркуҫҫи ҫинче тӑракан Баймакова пикенсех тимӗрленӗ пысӑк арчара чакаланать; ун тавра — урайӗнче, вырӑн ҫинче, ярмаркӑри пек, штоф, канаус, Мускав хӑмачӗсен тӗркисем, кашемир шальсем, хӑюсем, тӗрленӗ алшӑллисем сапаланса выртаҫҫӗ. Утрав пуҫлӑхӗн ҫуртӗнче эпӗ хӗвел анса ларичченех пултӑм. Килӗшӗр — вӑл вӗт хӑш-пӗр япаласене начар мар шухӑшласа кӑларнӑ… Хохолӗ вӑл пуянччӗ, анчах — пуянсенчен ун пекки сайра пулать — ырӑ ҫынччӗ хӑй. Ҫиҫӗм вӗсен сӑннисен вӗҫӗнче йӑлтӑртатрӗ, улӑпсен кӗлеткине уҫӑмлӑн ҫутатрӗ. — Вӑл хӑтӑрса тӑктӑрччӗ хуть сана, Иван, вирлӗрех, э? Эпӗ ӑна виҫӗ тенкӗ тыттарса хӑвартӑм та тухса кайрӑм. Сасартӑк тӗмсем ҫумӗнчен иртнӗ чухне унтан темле пысӑк чӗрчун сиксе тухрӗ те ун ҫине сиксе ларчӗ. Вӑл тӑрӑшарах вӗреннӗ, вӗренӳре вӑйлӑ та йывӑр характерлӑ ҫын асапланнӑ пек асапланман. Костыльсене янратса, крыльца умне ярах тӑсӑлса ӳкрӗм эпӗ. Анчах ҫак юланута курсан хӑранӑ пек, вӑл пӗр ушкӑн команча курсан та хӑрас ҫукчӗ пулӗ. Тул ҫутӑлмасӑр та куҫ хупмарӗ вӑл, Восстани чиперех пулас пек те туйӑнчӗ ӑна, анчах тӗп пулас шухӑш та шиклентерчӗ, вара вӑл хӑй ҫӑмӑлттай пулнӑшӑн, Половцевпа Лятьевский пек пӗтнӗ ҫынсемпе ҫыхланнӑшӑн кайран та пулин ӳкӗнсе илчӗ. Вӑл хӑй ӗнер мӗн тума хушнине питех те лайӑх астунӑ. Унӑн улталама сӑлтавӗ сахал мар пулма пултарать. Унтан, темиҫе минут хушши шӑплӑх тӑнӑ хыҫҫӑн, тӗлӗнсе кайнӑ сасӑ илтӗнчӗ, шалта тахӑшӗ уласа ячӗ: — Билли вилнӗ! — Тухса кайнӑ пул! — терӗм эп каллех Ромашкӑна. Мирон пырса кӗчӗ; сывлӑх сунмасӑрах, пӳлӗм тӑрӑх пружин ҫинче утнӑ пек калле-малле уткаласа, вӑл хӑратма тытӑнчӗ: — Ҫав пур Воропоновсемпе Житейкинсем халӑха пӑлханма вӗрентнӗшӗн хаклӑ тӳлӗҫ-ха. Вӑл пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ, унтан, тӗксӗммӗн кулса илсе, малалла калама тытӑнчӗ: — Мана сирӗнпе аван. — Роберт вилли луччӗ чуллӑ ҫӗр ҫине ӳксе салантӑр, ҫавна ҫак… — Пурте кунта чечеке ларнӑ пек туйӑнать! — тенӗ вӑл. Вӑл локуст йывӑҫҫин пӗр йӗппинчен ҫакланса, турат ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ. Унӑн юлташӗ, старший лейтенант, пачах та ун пек пулман, вӑл опытлӑ фронтовик пулни палӑрнӑ. Штабс-капитан пӗр самантлӑха хытса тӑчӗ, унтан вара ун аллине икӗ аллипе те хыттӑн ярса тытрӗ, хӑй ҫапах та сӑмах калаймарӗ-ха. Ку чи лайӑххи пулать. Юлашкинчен вӑл пӗтӗмпех аса илчӗ пулас та пире итлеме чӗнчӗ. Инҫетрен ӑна ут ҫинче мӗнле ларнинчен пӗлме пулать, ҫывӑхран вара — сӑнӗнчен, хӑтланчӑшӗнчен, тата хӗрарӑмсемпе мӗнле калаҫнинчен те вӑл казак иккенӗ паллӑ, именчӗк мар… — пысӑк пӗлтерӗшлӗ япала ҫинчен каланӑ пек каласа хучӗ вӑл. Тен, тата тӑрӑллӑ кимӗре ларса, пӑшал кӗпҫине ҫеҫ кӑларса, вӑл пытанса ларнӑ сунарҫӑ пек лайӑхрах та тӗллесе перӗ. — Турӑ ҫырлахтӑрах сана, — терӗ карчӑк, шурӑхнӑ тутисене кӳреннӗн пӑчӑртаса. Лавккаран ҫав тери чаплӑ тумланнӑ, аллӑ пиллӗксене ҫитнӗ ҫын мӑнаҫлӑн утса тухрӗ. Халӑх, икӗ еннелле сирӗлсе, ӑна ҫул пачӗ. Укҫа хыҫҫӑн ҫеҫ хӑвалама суйласа илнӗ пурнӑҫ сирӗншӗн кӑмӑллӑ пулас ҫук… пулмастех! Ку чаплӑ пульӑна эпир Ростова ярӑпӑр, упрама музее хурӑпӑр». Тӑшмана ҫӗнтерме пирӗн чылай нумай тӑрӑшмалла-ха, тесе шутламастӑр-и эсир? Тыткӑнри мусульмансем чылайӑшӗ пуян ҫемьесенчен пулнӑ, — тӑванӗсем вӗсене, пысӑк хака пӑхмасӑрах, ирӗке кӑларма тӑрӑшнӑ. — …Эпир, граждансем, пролетариат тӑшманӗсене хамӑр чӗркуҫлентерсе лартма вӗреннӗ. «Мӗнле аван ача! — шухӑшларӗ вӑл. Мӑйне автомат ҫакнӑ, пуҫне вараланчӑк повар калпакӗ тӑхӑннӑ, пӗчӗк те кукӑр ураллӑ пӗр поварӗ хуранти шӑтӑксене йӑваласа ҫемҫетнӗ ҫӑкӑр татӑкӗпе питӗрсе лартма тытӑнчӗ, тепри, лашисене тытса пыраканни, хӗвӗнчен ҫӑварпа каламалли хуткупӑс туртса кӑларчӗ те Штраус вальсне калама тытӑнчӗ; хӑй вара вальсӑн кӗввине тӳсме ҫук пӑсать. Хӑлхасем ҫунса тӑраҫҫӗ, пӗтӗм ӳт-пӳ тӑр-тӑр чӗтрет, тар шӑпӑртатать, эпӗ пӗр ураран тепри ҫине пускалатӑп, ҫапах та вырӑнтан та хускалаймастӑп. Полковникпе эсаул, лашисене шпорпа хӗстерсе илсе, парад саланса пыракан плошаделле сиктерчӗҫ. Папаҫ карчӑкӗ патне, унӑн сарӑ кӗпине илсе килме, ярас мар-и?» Ҫул тӳсме ҫук начар. Часах тата арӑмӗ пӑрахса тухса кайрӗ, кайнӑ чух ҫапла каласа хӑварчӗ: «Икӗ ҫул пурӑнса та санран икӗ сӑмах илтеймерӗм. Каҫхи кайӑксем тупӑш шырама, кӑнтӑрлахисем хӑйсен йӑвисене ҫывӑрма каяҫҫӗ. Пачах урӑхла. — Эсир Егор патне кайӑр, вӑл мӗн те пулин пӗлмест-и? — сӗнчӗ Николай, васкасах тухса. — Ҫапла, тӑванӑмсем. — Мӗншӗнне эпӗ ӑҫтан пӗлем? — Эсӗ вара яланах ӳлесе те кӑшкӑрса калаҫатӑн… — Хӑҫан? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Апла пулсан, эпир мӗншӗн пурӑнатпӑр-ха, мӗн шуйттанӗшӗн пурӑнатпӑр-ха? — Епле апла? Вӑл килӗнче те вӗрентсех тӑма юратать-ҫке, ӑнлантарать, кӑтартса парать. Дуня килӗшрӗ… Эпир ывӑннипе вӑйран сулӑна пуҫларӑмӑр, Ганс ҫав-ҫавах. Тепри пулсан, ыйха туртӗччӗ е килте хӑнасемпе такӑлтатса ларӗччӗ, ку вара кунӗ-кунӗпе ҫеҫенхирте… — Вӑл паллах ӗнтӗ… Ступа вара намӑса пӗлмесӗр, мӗнпур ҫын умӗнчех, хӗрарӑмсенчен те вӑтанмасӑр, хыснаран панӑ йӗмне хывса йӑтрӗ те, лутӑрканса пӗтнӗ киверне хывмасӑрах, юшкӑнлӑ Ватаракша урлӑ утса каҫрӗ, унтан, хӑйӗн эрех кӳпсе тултарнӑ хырӑмне каҫӑртса, ют ҫын патне кулӑшла, хур евӗрлӗ пускаласа пычӗ, паттӑрланас шутпа юриех хыттӑн:— Кам пулатӑн? — тесе ыйтрӗ. — Граф! — малалла каларӗ Зинаида, — мсье Вольдемара билет ҫырса парӑр. Чей ӗҫӗр, — сивӗ, эсир ҫӑмӑл тумланнӑ… Ҫӳлти хутӗнче ҫутӑ ҫук. — Мӗншӗн вара? — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ хӗр. Ҫичӗ сехет хушши пӗр чарӑнмасӑр анни мана йӑлтах вӑйран ячӗ, ҫавӑнпа эпӗ «чарӑнӑр!» тенӗ сӑмаха илтсен, хаваслансах сывласа ятӑм. Вӗсем пур ҫинче марселӗн площадьне чылаях чакарас тесен, ҫӳлти рейӑна антарсан та ҫитет. — Ман анне сирӗн вилнӗ аннӗр патӗнче пурӑнма пултарнӑ, вӗсем иккӗш туслӑ пулнӑ; ҫынсем ҫиллес тесе калакан графиньӑпа килӗштерейӗҫ-ши вӗсем? Унӑн, Давыдовӑн, бригадӑна килсен, калаҫӑва кӑшкӑрса-вӑрҫса пуҫлама кирлӗ пулманах ӗнтӗ. Савельич та хирӗҫсе тӑмарӗ. Хуралҫӑсем савӑнсах пире ҫавӑтса илсе кайрӗҫ. Питӗ маттур вӑл, каламалли те ҫук. Ӗҫӗ татӑлнӑ пирӗн, — лӑплантарчӗ ӑна Давыдов. Ҫав ҫынсем ҫак халӗ тавлашуллӑ тесе шутланакан имение чӑн-чӑнах асӑннӑ Дубровскисем тытса тӑма пуҫланине лайӑхах астӑватпӑр, вӗсем пӗр 70 ҫул ытла ӗнтӗ пӗр тавлашусӑр-мӗнсӗр ку имение илнине эпир пӗлсех пӗтерейместпӗр, тенӗ. Хӗрлӗ хӑмӑр пальтоллӑ Емельян Пантелейпе Вася хушшине тӑчӗ те, лешсем юрлама хатӗрленнӗ пек, аллипе сулкалашма пуҫларӗ. — Анчах, эпир тӗл пултӑмӑр пулсан, хӑть аллӑра парӑр эппин. Илтетӗн-и! Кашнин пичӗ ҫинчех нимӗн тума пултарайманни палӑрса тӑнӑ. Йытӑ пек вӑрҫтӑр! Андрей пурнӑҫӗнче ку пӗрремӗш хут пулчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл Давыдов аллине тытса чамӑрта-чӑмӑрта илет, вара каллех шухӑша каять. Ку вара ытла та килӗшӳсӗр япала! Вӗсен темиҫе эшелонпа Мускав ҫинелле килекен соединенийӗсене пирӗннисем пӳлсе илнӗ те, ҫав тери хаяр ҫапӑҫу хыҫҫӑн таҫта, Подсолнечнӑй ҫывӑхӗнче аркатса тӑкнӑ, пӗр «юнкерс» кӑна сывлӑшри ункӑ урлӑ каҫса, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса, столица патнелле вӗҫсе пынӑ. — Хускалкала! — ҫилӗпе кӑшкӑрать ун ҫинелле унтер-офицер. Огнянов Радӑпа сыв пуллашма пычӗ, Рада вара ӑна ҫапла каларӗ: — Огнянов господин, сире эп хам енчен те, вӗренекен хӗрачасенчен те чунтан-вартан тав тӑватӑп. — Эпӗ сана пулӑшӑп, Игнат! — терӗ Яков хуллен, хӳшше кӗрсе кайса. Эпир малалла уттарса кайрӑмӑр; ялтан тухсан пире пӗр хӗрӗх ҫулхи ҫын, ҫӳллӗскер, ырханскер, пӗчӗк те каҫӑр пуҫлӑскер, хӑваласа ҫитрӗ. Вӑл вун саккӑрмӗш ҫулта тимӗр аршӑн ҫӑтса янӑ пек турленсе ларнӑ та, паян кунчченех ӑс-тӑнлӑн, тӳррӗн, шурлӑхри тӑрна пек мӑнаҫлӑн ҫӳрет. — Мӗншӗн лайӑхрах? — шухӑшлӑн ыйтнӑ Фома. Паллах ӗнтӗ, унӑн мана мар, сана сӑхмалла пулать… Атя, куҫар ку вырӑнтан! Белецкий пурӑнакан ҫурт Оленин пурӑнакан ҫурт пекех. Чӑнах та ӑсран кайнӑ! Анчах ҫак вӑхӑтрах «Камышин» текен штемпель пуснӑ ҫырусем ҫитрӗҫ те, унӑн ҫакӑн пек салху шухӑшӗсене тӳрех чӗрсе пӑрахрӗҫ. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, аннепе пӗрле каятӑп, тесе пӗлтертӗм, пурте харӑсах эпир кайни ӑссӑрла ӗҫ, тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Анчах арҫынсенчен пӗри те пире ӑсатса яма килӗшекенни пулмарӗ. Коньяк. — Ку вара манӑн кӑмӑла килсех пӗтмест. Джонпа Мэри нимӗн те шарламаннине кура вӗсем те ку ӗҫ ҫинчен хӑйсем пуҫласа калаҫу тапратса яма килӗшмерӗҫ. — Нивушлӗ эсир ҫак никам ҫук ҫӗрте хӑвӑр кӑна пурӑнма хӑрамастӑр? — ыйтрӑм эпӗ, карта патӗнче чарӑнса. Пӗр хускалмасӑр ларнипе вӗсем шӑнса та кайрӗҫ. Кольхаун тепӗр сукмакпала эпир пӗлекен уҫланкӑ патне пынӑ-мӗн. Кӑҫал кил таврашӗнчи ҫӳп-ҫапсене тасатма никам та шутламан, кашни алӑк умӗнчех, шыв ҫинче турпас таткисем ӗлӗкхи пекех ишкелесе ҫӳреҫҫӗ. Эсир пӗлетӗр-и, эп ӑна епле хаплаттартӑм! Акӑ мӗнрен пуҫланса кайнӑ пирӗн пӗтӗмпех. — Ывӑлӑм, санӑн чунна ҫӗнӗ ҫутӑ ҫутатрӗ пулсан, унӑн ӑшӗнче хӑвӑн тӑванусене ырлӑх кӳмелли аслӑ ӗмӗт ҫуралнӑ пулсан, эсир хурлӑхпа пусмӑр тӳсекенсен асапне ҫӑмӑллатма тӑрӑшатӑр пулсан, шухӑшласа пӑхӑр-ха ӗнтӗ: туррӑн ҫав чи хаклӑ тивлечӗ ҫине эсир мӗнле пӑхатӑр? Хӑвӑн вилме вӑхӑт ҫитнӗ, эсӗ пур ҫапӑҫатӑн. Кӳр-ха эпӗ сана пӗрре те пулин ҫапса илем, э? — Сисӗм-туйӑмсӑр тунката! Кунтах, урайӗнче, шлепки выртать — кивӗ те вараланчӑкскер, хӗрри сарлака, тӑрри шалалла путса кӗнӗ. Вӑл хӑйӗн вӑрӑм пушшипе пит те аван шартлаттарма пӗлнине пӑхсан, ку ҫын плантаторӑн чурисене астӑваканӗ пулни палӑрать. Ача-пӑча мар-ҫке эпир?.. Чӑн малтан вӑл, крыльца ҫине хӑпарсанах, пӗр ырханрах та ҫап-ҫамрӑк смотрителе тӗл пулчӗ. Кам ҫакӑн пек калӗ? Ковалев питне хупланӑ сӑмса тутрине сирмесӗрех урапа ҫине ларчӗ те хыттӑн «чуптар!» тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл ҫынна тарават ҫӗршывра вӗт. Вӑрӑм пушӑ сасси илтӗнчӗ… Хама хам хисеплес кӑмӑлӑм ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗ. Пӗр-пӗринпе темле кӑмӑлсӑррӑн тата канӑҫсӑррӑн пӑшӑлтатакан чиновниксем ҫине эпӗ мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илтӗм. Тӗлӗнмелле! Вӑл мана тупаймасӑр кӑшкӑрсах чӗнме пуҫларӗ. Пӗр минута тӑхтӑр-ха, мистер Стумп, эпӗ халех тавӑрнатӑп. Пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасси ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ. Король майри ӑна фермертан сутӑн илет те короле кӑтартать. Унтан, сулахаялла пӑрӑнса, сӑрт патнелле утма пикентӗмӗр. Сизов пуҫӗпе салхуллӑн сулкаласа илчӗ. 1941 ҫулхине совет ученӑйӗ Д. Д. Максутов лайӑхлатнӑ ҫӗнӗ системӑллӑ телескоп шухӑшласа кӑларнӑ. Вӗҫеве тухнӑ чух вара пистолета комбинезонӑн айӑкри кӗсйинех чикмелле пулнӑччӗ. Манӑн сӑпайлӑ ирӗклӗхӗм те, вӑрттӑнлӑхӑм та, вӗсемпе пӗрле именчӗклӗхӗм те туххӑмрах таҫта кайса кӗчӗҫ. Лавӑм ҫинче мӗн пурӗ те пӗр пӗчӗк чемодан кӑначчӗ, ӑна Грузи ҫинчен ҫул тӑрӑх ҫырса пынӑ хутсемпе ҫурри таран тултарнӑччӗ. Хороводькӑна Лида, Развалихин тата икӗ комсомолец сырӑнса илеҫҫӗ, вӑл алӑка хупать те, тӗссӗрленнӗ куҫхаршисене пӗркелентерсе, ҫапла пӗлтерет: — Эпӗ, юлташсем, вӑрҫӑ ӗҫне хатӗррине тӗрӗслетӗп. Ас тӑватӑп — ҫав ир эпӗ ҫутҫанталӑка нихҫанхинчен те ытла юратрӑм. Ресторанра эпир хамӑр кӑна юлтӑмӑр. Ҫук! Килмерӗ комиссар, килмӗ те, мӗншӗн тесен ун пек комиссарсем тӗнчере те ҫук. Унтан, капитан, эп сире тытса тӑмастӑп. Ҫаксене курнипе хавхаланса ӳкнӗ ҫулҫӳревҫӗсем пурте «ура» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Халӗ акӑ эпӗ пӑрахут ҫинчи билет тӗрӗслекен арҫын ача ҫине хытса кайса пӑхса тӑратӑп. Корытов патне кӗрсе пӑхмаллаччӗ, анчах вӑл ун патне кӗме хӑймарӗ, Лена та ҫурт пирки пыракан ӗҫе ниепле те хутшӑнасшӑн пулмарӗ. Анчах, сывлама та хӑраса, Суламифь, ҫамрӑк кушак евӗр, хутланса чӑмӑртанать те, чӗрне вӗҫҫӗн пусса, ним сассӑр ҫеҫ вӑшлатса иртсе каять. Тӑлӑх арӑм мана хӗрхеннипе макӑрчӗ, ҫухалса кайнӑ сурӑх терӗ тата ытти сӑмахсемпе те ӳпкелерӗ; паллах, унӑн мана кӳрентерес шухӑш пачах пулман. Пулма та пултарӗ! «Фокана» мӗн пулнине курмарӗ вӑл, амантнӑ хӳреллӗ «як» малалла пӗчченех вӗҫсе кайнине ҫеҫ курчӗ. Эпӗ ҫапах та ку ӗҫе каплипех хӑвармастӑп. Ҫапла вара Юпитерӑнне тӳрех тӑватӑ уйӑх тупнӑ. Вара сасартӑк кӑкӑра сывлама памасӑр ыраттаракан парсем вырӑнне таса та уҫӑ сывлӑш вӗрме пуҫларӗ. Яр! «Мӗнле тӳпелешесшӗн эс манпа? Чышкӑлла-и?» Юлашкинчен, вӑл хӗл каҫма Петербурга та каяйман, акӑ ӗнтӗ эпир ӑна халӗ пӗтӗмпех шурӑ ҫӳҫлӗскере, тӑртаннӑ та кӑштах курпунланнӑскере, 1859 ҫулти май уйӑхӗнче куратпӑр; вӑл ӗнтӗ халь, хӑй тахҫан ӗлӗк илнӗ пекех, кандидат ятне илнӗ ывӑлӗ киле тавӑрӑннине кӗтет. Тӗрӗс ку, тӗрӗс! Армантан сылтӑмалла, айлӑмра, юханшыв патӗнче, — ҫарансене. Сулахаялла, пӗрре тӑвайккисем ҫинелле хӑпарса, тепре улӑхалла анса кайса, мӗн куҫ курнӑ таранах ыраш уйӗ сарӑлса пырать. — Сире природа наука валли ӗҫлеме тунӑ, — тетчӗ вӑл ҫилхе пек вӑрӑм ҫӳҫесене илемлӗн силлентерсе. — Шӑна, — терӗ Жоржетта та. Эрехӗ усса пычӗ, Огнянова каллех вӑй кӗрсе ҫитрӗ, вӑл флягине ҫӗклерӗ те тав сӑмахӗ хушрӗ: — Тӑвансем, Стойко пиччене асӑнар, тӗрӗк усалӗсем асаплантарса вӗлерчӗҫ ӑна. Вӑхӑт ҫитрӗ! Шӑтӑк ҫавракӑшӗ, чӑн та, шомпол диаметрӗнчен пысӑк пулмасть ӗнтӗ, ку ҫапах та ҫителӗклӗ. Эпӗ вӗҫерӗнсе ҫенӗхелле тухса тартӑм, унта кӗтеселле кӗрсе выртрӑм та пӗтӗмпех пусӑрӑнса кайнӑскер, пӗтсех ларнӑскер, сӑмавар мӗнле кӗрленине итлесе выртрӑм. «Контрактсене» ҫӳреме пӑрахнӑ вӑл, халӑх хушшине те пит сайра тухса ҫӳренӗ, ытларахӑш вӑхӑтне хӑйӗн библиотекинче темӗнле кӗнекесем вуласа ирттернӗ; мӗнле кӗнекесем вуланӑ вӑл — ӑна никам та, нимӗн те пӗлмен, — турра хирӗҫлисемех мар пулӗ ӗнтӗ тесе ҫеҫ шутланӑ. Эсӗ-и ку?.. Давыдов ҫирӗппӗн каларӗ: — Сывӑ пул, манӑн савнӑ Варюха-горюха, ан тунсӑхла, лайӑх вӗрен, эпир унта сансӑр аптрамӑпӑр. Ырхан та вӑй ҫуккипе чӗтрекен аллисемпе вӑл шӑнкӑрав кантрине туртрӗ. Анчах кун пек хурлӑхлӑ ӳпкелешӳрен хӑтармалли май та пур. Эп тӗл пулсан каллех паян сана, мӑнтарӑн, — Тара кӗрешнӗ ҫич ютри салтак, — Алла тытса пӑшал, хӑюллӑн та хастаррӑн Тухатӑп кӗрешме. Ан ман ҫакна пачах. — Хӑй ухмах пулнӑшӑн-и? Николай Петрович ӑна Базаровпа паллаштарчӗ; Хӗр тӗреклӗ, ухмах мар, ҫемьере пӗртен-пӗр ача… Эсир мана ку ӗҫе хамшӑн тума ӗмӗтленетӗп, тесе шутлатӑр-и? Нимӗскер шеллесси ҫук. Тилхепене арҫынла алла ярса тытса, Макариха начарланса кайнӑ лашана пушӑпа ҫурӑмӗ урлӑ чӑшлаттарса илчӗ те, лаши лава тӑвалла туртма пуҫласан, урисене вӑрӑммӑн пусса, урапипе юнашар утса кайрӗ. (Эпӗ мӗн каланине Дмитрий илтме пултараймарӗ, унсӑрӑн ҫак сӑмахсем чӗререн тухманнине вӑл сисесрен хӑранӑ пулӑттӑм.) Малтанхи ҫирӗм кунта ҫилсӗр ҫанталӑк е хирӗҫ вӗрекен ҫил карапа чарса тӑчӗҫ. Тивӗҫӗм тесе шутлӑп… Чун-чӗрери хӗрӳ туйӑмсене пула ӑнран кайиччен алхасма пултараймастӑп ӗнтӗ эпӗ; чыслӑха юратнӑран кун-ҫулра пулнӑ сӑлтавсем кӑмӑлӑма пусарса хучӗҫ, анчах вӑл урӑхла майпа палӑрчӗ, мӗншӗн тесен чыслӑха юратни вӑл нимӗн те мар, влаҫшӑн хыпса ҫунни кӑна, ман кӑмӑла кӳме вара чи малтанах хам таврара мӗн-мӗн пуррине йӑлтах хама пӑхӑнтарни кирлӗ, хама юраттарнине хускатмалла, пӗтӗмпех парӑнтармалла, хӑратса тӑмалла — ҫакӑ мар-и вара влаҫӑн чӑн аслӑ тупсӑмӗ? Будка та пуш-пушах, аллисене сарса пӑрахнӑ хуралҫӑсӑр пуҫне таврара никам та ҫук. Хресченсем, уй ӗҫӗнчен таврӑнсан, каҫпала кунта пухӑнса, хӗвелпе ҫунса тӗксӗмленнӗ сывӑ ачасем ҫак тенкелсем патӗнчи хӑйӑр ҫинче вылянине те пӑхса тӑнӑ пуль. Е эсир… Эсир ман сӑмса вӗт! Халь эс хӑвӑртрах вилетӗн, халех, сӑмахӑм та пӗтрӗ. Анчах ҫынна, ҫак хутаҫ вунпилӗк кӗрепенкке — унӑн ытти пӗтӗм япаласемпе пӗр тан туртнине пӗлни шухӑша ячӗ. — Ма? — Ку ытти планетӑсем хушшинче тӗпренчӗк ҫеҫ, — шухӑшланӑ ученӑйсем, — вӑл Уйӑхран сакӑрвунӑ хут, Ҫӗртен тӑватӑ пин хут пӗчӗкрех… Вӗсем иккӗшӗ те сывлама чарӑнса итлеме пуҫланӑ. — Эпӗ ахаль те кӗнеке, кирлӗ пулсан, эсир мана уҫкаласа пӑхма та пултаратӑр. Вӗсем пирӗн тӗнрен ахаль те нумай мӑшкӑламарӗҫ-и вара? — Эпӗ пӑхӑп, Миките, Ҫимука хушӑп, — тенӗ хуҫа арӑмӗ. Пӗр пытармасӑрах калатӑп ҫак сӑмахсене ҫырса пӗтернӗ чухне эпӗ пӑшӑрханса тӑтӑм; ку саспаллисенче эпӗ нимӗн ӑнланса илмелли сӑмахсем те тупаймарӑм, профессорӑн тути-ҫӑварӗнчен ытарма ҫук лайӑх латин чӗлхинчи хӳхӗм сӑмахсем ҫавӑрӑнса тухасса ҫеҫ кӗтсе тӑратӑр. Эсӗ мана ун пек ан кала, Том, манӑн пӗлес пулать: мӗн тунӑ эсӗ унта? Катя-ҫке вӑл! Вӑл чирлесе вилсен, мӗн пулӗ вара? Вӑл пирӗн канашӑмӑра шӑппӑн кулса тӑнлатчӗ, унтан ахӑлтатса яратчӗ те эпир мӗн хушнине нихҫан та тумастчӗ. Эпир кӳренместӗмӗр: пирӗн хамӑрӑн уншӑн пӑшӑрханнине ҫеҫ кӑтартас килетчӗ. Пӑхатӑп та эпӗ, пӗтет пирӗн Воропаев, ярмӑрккӑри йытӑ пекех пӗтет, шутлатӑп, хӑтарас пулать ӑна, тетӗп… — Роман Ильич!.. Сутӑн илекен табак вӑл — преспа пусарса хытарнӑскер, анчах кунти йӗкӗтсем ытларах ахаллине, ҫулҫӑран пӗтӗрнине чӑмлаҫҫӗ. Тетка шарт сиксе илнӗ те кӑшкӑрнӑ ҫӗрелле пӑхнӑ. Ҫӗнӗрен пуҫла. — Вӑл аманнӑ. Халь вӑл пӗртак аташса выртать. Пулма пултарать-ши вӑл? Ах туршӑн та, атте пӗлсен…» — «Команча йӑхӗ вӑрҫӑ сукмакӗ ҫинче» — ҫавӑн пек ҫырать майор. Калатӑп-ҫке сана, пӗтӗмпе пушар явса илет тесе… Унта ак мӗн ҫырнӑччӗ: «Граф! — Ҫав ачана пӑрахсах тарнӑ вӗт, — ачи ҫине пӑхнӑ май, сӑмаха малалла тӑсрӗ Бирюк ҫурма сасӑпа. Юлашки икӗ ҫул хушшинче Бернуили сӑмсахӗ патӗнче те, унӑн таврашӗнче те пӗр судно та ҫӗмӗрӗлни пулман. Унпа пӗрле ҫак тӑвӑр пӳлӗме пӗчӗк Джекпа ватӑ Нэн вырнаҫрӗҫ. Мексиканец кӗлетки, ӳчӗ тӗксӗм пулнӑ пирки, пушшех начаррӑн курӑннӑ. — Шутсӑрах тӗлӗнмелле! — тесе мӑкӑртатса илнӗ вӑл, купӑста лартакан пахчаҫӑ пек пӗкӗрӗлнӗ ҫӗртен. — Сире ку кӑмӑллӑ мар, каҫарӑр мана, ан ҫилленӗр! Ыйтмастӑп! Ҫакна вара Макар ҫав самантрах куҫкӗрет кӑтартса пачӗ. — Ҫичӗ ҫӗленне вӗлерсе тӑкатӑп, ун хыҫҫӑн вара кӗлете кӗме пултарӑпӑр. Кам малтан ҫапать, ҫав тӗрӗс пулать. Ҫакӑ ӗнтӗ манӑн мӗнпур тӗн, Аминь! Тепри — пӗр йӗмсӗр пурӑнать, калаҫасса вара — пурҫӑн тӑхӑнса янӑ пек калаҫать… Вӗсенчен пӗри, — ман вӑта пӳрнерен кӑшт пысӑкрахскер, улпучӗн пажӗ пулас, — ун шлейфне тытса тӑрать, ытти иккӗшӗ икӗ енче тӑраҫҫӗ. Мана ҫак чаплӑ та сивӗ чӗмсӗрлӗхӗн лӑпкӑ тӗлӗнӗвӗ ҫавӑрса илчӗ, эпӗ вара вӑхӑт хамран мӗнле пӑрӑнса иртнине туйнӑ пек пултӑм, — вӑраххӑн та пӗр сассӑр куҫать пек вӑл манран уйрӑммӑн… — Талькав! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт. Ку наука Павкӑшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ, анчах вӑл ӑна лайӑхах ӑнланса илчӗ. Ку унӑн хӑваттерӗ иккен. Чашкине хӗрри таран самогон тултарчӗ, унтан вара ӑна тин ҫеҫ чӗртнӗ хӑйӑ вӗҫӗпе тивертрӗ. А, эсӗ, батюшка, — терӗ вӑл ман еннелле ҫаврӑнса, — эсӗ пирӗн пата, ҫакӑн пек кӗтессе килсе чикнӗшӗн хуйха ӳксе ан тӑр. Пӗр эсӗ ҫеҫ мар пуҫласа килнӗ кунта, юлашки те эсӗ пулас ҫук. Фомана тӗрлӗрен питсемпе кӗлеткесем хушшинче тахшин, палланӑ ҫын, ыттисен хыҫне пытанса, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑнӑн туйӑннӑ. Вара утрав темиҫе кунтанах хула тӗлне ҫитсе чарӑннӑ, хула ҫыннисене хӗвел ҫутипе ҫумӑрсӑр тытса усранӑ. Роберт палуба ҫинче юлчӗ, хӑй пӗрмай: «Манӑн атте унта… Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. — Пирӗннисене, вырӑссене эппин! Вӗсем каҫ тӗттӗмӗнче темӗнле мӗлкесем пек ним сас-чӳсӗр иртсе пыраҫҫӗ, «Хведько» пекех темшӗн макӑраҫҫӗ, тен ҫавӑнпах-и, ҫамрӑк мӑшӑрне салтак чӗлӗмӗпе тата ҫапӑҫу хирӗсенчи йывӑрлӑхсемпе улӑштарнӑ «необачнӑй козачина» ҫинчен Иохим юрлакан юррӑн тунсӑхлӑ кӗвви те йӗрсе-макӑрса, тусемпе айлӑмсем ҫийӗн янӑраса тӑрать пулӗ. — Карачӑм, чуп, пуртӑ патне! Мана ҫитет, эпӗ ӳпкелешместӗп. Анчах тепӗр минутран унӑн хӑлхине хуллен:— Ҫакӑ-и? — тесе ыйтни пырса кӗчӗ. Иккӗмӗшӗ, эсӗ Катьӑна: «Ӗҫ мӗнле пынине сана пӗлтерсех тӑрӑп», тенӗ! Юлашки вӑхӑтра Кольхаун Луизӑна качча илес тесе, хӑй хуҫа пулнипе усӑ курасшӑн пит хытӑ тӑрӑшнӑ. — Эсир ӑна ҫаплах калӑр: мӗн кирлине эпӗ пурне те тӑватӑп! Манӑн унӑн сӑнне питӗ курас килчӗ. Гуго хавасланать: — А эпӗ ҫакнашкал ҫӳренӗшӗн пӗр вунӑ талӑка арестлеҫҫӗ тесе шутланӑччӗ… Анчах вӑл Пӑвантан кӑранташпа васкаса кӗскен кӑна: «Пыма пултараймастӑп, ҫавӑншӑн питех те кулянатӑп» тесе ҫырнӑ ответ илчӗ. Ҫапла каласа кӑтартнӑ кӗтӳҫ пасарсенче хула ҫыннисене. Серёжа савӑнӑҫлӑн йӑл кулса ячӗ. — Эпӗ персе пӑрахатӑп! — терӗ вӑл. Унӑн тутисем хыттӑнах туртӑнкаласа илчӗҫ. Вӑл ҫӗмрӗк решеткен ирӗккӗнех сулланкаласа тӑракан тимӗрне аяккинелле пӑрса ячӗ те ҫак хушӑк хӑйне кӗме ҫителӗклӗ пулнине курчӗ. Марко, сан черешнӳ акӑ пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахӗ-ха… Мӗн тӑвас? пӑсӑлчӗ те кайрӗ. Турӑ пӗлет-и, тем юрлама пуҫларӗ вӑл. Вӗсем ҫӑлӑннӑ ачасене ыталаса ачашланӑ та вӗсене чуптунӑ, миссис Тэчера алӑ панӑ, сӑмахлама хӑтланнӑ. Хӑй тӑр пӗччен юлнине хытӑ туйса асапланнӑ вӑл. Малашлӑхӗ уншӑн хаяр тӑвӑл пӗлӗчӗсемпе хупланнӑ пек курӑннӑ. — Гурка ҫапла каласа кӑтартрӗ: пытӑм, тет, ун патне, упӑшки килте ҫук, тет. Эпир ӑна пуртӑсемпе, кӗреҫесемпе кататпӑр, ҫӗҫӗсемпе касатпӑр. Эпӗ сакӑр ҫул хушши Диарбекирта ларнӑ хушӑра сан пирки пӗр сӑмах та илтмен. — Пур ҫӗре те — тӗнче хӗррине те. Пӗччен пулсан — вӑл ӑнланмалла-ха. Опанас Иваныч! Пӗр йывӑҫ та, нимӗнле ӳсентӑран та курӑнмасть. Анчах ним тума та ҫук. — Ну-ка, ҫапса ӳкер-ха ӑна манӑн пуҫ ҫинчен! Унта та кунта пысӑк уҫланкӑсем тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав хиртен килекен хӑйӑр пӗлӗчӗсене «Камышин ҫумӑрӗ» тенӗ, нумай ӑрусем ҫав хӑйӑр пӗлӗчӗсенчен хӑтӑлса, уҫӑ сывлӑшпа ирӗккӗн сывласшӑн ӗмӗтленнӗ. Катя вара мӗн тӗрӗссинчен хӑрамасть, вал чӑнлӑха ӑнланса илсен, пурте лайӑх пулма кирлӗ. …Ҫутти тахҫанах курӑнать, штора тӗлӗнче Кораблевӑн пысӑк хура мӗлкине эп курса тӑтӑм. Вӑл каланӑ тарӑх, шхунӑран вунӑ ҫын ҫӑлӑннӑ пулать. Хӗвел тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра выльӑхсем те пӑшӑрханма тытӑнаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, портлӑ хуласенче кашнинче матроссем пухӑнакан калама ҫук таса мар вырӑнсем пур. Мӗнле хула ҫак Венеци — поэзи, урӑх ним те мар. Пуҫне утӑ ӑшнелле чиксе выртать иккен вӑл, — утӑ купи ҫумӗнче выртать пулмалла, анчах малтан вӑл, кун пек кӗрленине пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ пулин те, ӑҫта тата мӗн кӗрленине ниепле те тавҫӑрса илеймерӗ. — Эх, эс те ҫав! — Ну, кунта эсӗ улталатӑн, тӑванӑм! Ҫӑрттан мучи тӑна кӗчӗ те, ҫилленсе, урипе тапса илчӗ: — А вӑт каймастӑп! — Ку вара ӗҫ пулать-и? Ватти унӑн амӑшӗ, ҫамрӑкки — арӑмӗ. Кашни курӑм-туйӑмран Фоман чуна кайса тӑрӑнакан шухӑш уйрӑлса тухнӑ, ҫав шухӑш — хӑй вӑл пурнӑҫа пурӑнма пултарайманни ҫинчен пулнӑ. Сан ҫулӑнта никам та ку таранччен ҫак ята тивӗҫлӗ пулман-ха. Ҫапла ӗнтӗ, Паганель, ҫакӑнпа ӗҫ татӑлчӗ пулӗ тетӗп? Ун хыҫҫӑн аппӑшӗ, пуҫне ухса илнӗ те, вӑрӑммӑн, хурлӑхлӑн, ҫӳллӗ контральтпа йынӑшса янӑ: — Эх, вӑл ма-нӑн-ҫке, ҫам-рӑк сар хӗ-рӗн… Ҫак хӗрарӑм ун кӑмӑлне ҫӗтӗлтерсе тӑнӑ. Вӗсем ылтӑн тӗслӗ ҫӑра упа саррисем ӑшне чӗркуҫҫи таран кӗрсе кайрӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ. — Ырӑ сунатӑп ҫак ҫурта! — терӗ вӑл хыттӑн, карчӑка хисеплӗн сывлӑх сунса тата хӑйӗн вырӑнне пуҫтаракан Ленӑна пуҫ тайса. Каллех хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Унта эпӗ хама Европӑна тухса кайма майлӑ вӑхӑта кӗтсе пурӑннӑ пулаттӑм. Эпӗр ӗҫ мӗнле пӗтесси пирки нимӗн иккӗленмесӗр тӑратпӑр, пирӗн шутпа, ҫӗнӗ юлташӑн чӗрӗ юласси нимӗнле шанчӑк та ҫук. Ольга ӑна хирӗҫ:— Айӑплисем пур, анчах эпӗ суд тума юратмастӑп, — тенӗ. — Мана икӗ цент парсан, сана тытса хӗнеместӗп-тӗк, ҫӗр ҫӑттӑр мана. Вунӑ сехет ӗнтӗ!.. Тата вӑл ҫул ҫинче ӑнсӑртран нимӗн те пулмасан кӑна ҫаврӑнса килет. Капитан пӗрене ҫине ларчӗ те судовой журнал ҫине ҫырма тытӑнчӗ: «Александр Смоллетт — капитан, Дэвид Ливси — судовой врач, Абрагэм Грэй — плотник помошникӗ, Джон Трелони — шкуна хуҫи, Джон Гэнтерпа Ричард Джойс — шкуна хуҫин тарҫисем тата землякӗсем, — ҫаксем ӗнтӗ хӑйсен тивӗҫне парӑннӑ ҫынсем. Хусканусене таса тунӑ пул мана, эсреметӗн хыпса ҫӑтас пуҫӗ! Унтан унтер-офицерсем взводсене, чупнӑ евӗр, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн уттарса, плацӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенче тӑракан машинӑсем патне илсе кайрӗҫ. Профессор Лиденброк, йӑлтах асапланса халтан кайнӑ. Унта пырса ҫитсенех вӗсен хӑлхине ҫӗр айне чавса тунӑ тата ҫӗрӗмпе витнӗ 25 тимӗрҫ лаҫҫинче ҫапакан аллӑ тимӗрҫӗ мӑлатукӗн сасси хупласа лартрӗ. Вуласа тухма хуш ӗнтӗ. Иерусалимчик шӳтлесе кулать, анчах ҫав хушӑра хӑй, ӑна хулайӗнчен тытса, мӗн те пулин интереслӑ япала калама тытӑнать те систермесӗрех хирург патне пырса тӑратать. Воропонов петицийӗпе пулнӑ харкашу хыҫҫӑн Мирона вӑл яланлӑхах, тӳсмелле мар юратми пулчӗ, анчах та вӑл фабрика пӗтӗмӗшпех ҫак ҫын аллинче пулнине, Мирон ӗҫе ӑста, ҫирӗппӗн ертсе пынине рабочисем ӑна итленине е хӑранине курса тӑнӑ; вӗсем хӑйсене хуларисенчен лӑпкӑрах тыткаланӑ. — Сӳнчӗ… Турине тӗкӗр хыҫне пытарнӑ хушӑра Ерофей Кузьмич, ытахальтен тенӗ пек ҫеҫ, мӑкӑртаткаласа илчӗ: — Ҫапла, ватӑлатӑп ҫав, ватӑлатӑп! Унӑн вӑрӑмӑш метра яхӑн пулнӑ. Тырра хӑй тивертсе янине пӗлсе тӑраканскер, ун пирки, хӑйсӗр пуҫне, кама та пулин урӑххине айӑплама пултарасси ҫинчен шухӑшламан та вӑл. Астӑватӑр-и, Майданов, нумай пулмасть эсир мана ун ҫинчен каласа панӑччӗ? Ҫӗнтерӳ ячӗпе ывӑннишӗн ҫын вилмест. Ку хитре хӗрача кам пулать-ши? Ман шутпа, вӗсем шӑпах эсрелсем пулнӑ та; пирӗн йытӑсене пӗлетӗр вӗт эсир — питӗ лайӑх йытӑсем, пирӗннинчен лайӑххи никамӑн та ҫук, — анчах вӗсем те йӗр ҫине пӗрре те ӳкеймен-ҫке! А-ав-ван пӗлӗшсем сан, Любка! — юморпа наркӑмӑшласа каланӑ Маякин. Ӑна хисеп туса, ура ҫине тӑма тата ҫӗлӗкӗрсене хывма сӗнетӗп! Вӗсенче вилӗм саванӗ валли коленкор та тупатӑн, вӗҫӗнче тикӗт те, пӗремӗксем те, таракан пӗтерекен эмел те, темӗн те пур — анчах тасине, вӗрине, сывлӑхлине нимӗн чул та тупма ҫук вӗсенче! — Любишкин йӑмӑх хура мӑйӑхне шӑлса тӳрлетрӗ, команда пачӗ: — Чӗлпӗре пушатӑр! «Сана мӗн ӗҫ? — тесе тавӑрать капитан: — Эпӗ йӑлтах хам ҫине илетӗп. Кӑшт сывалсанах, Павел хӑйӗн чаҫне тавӑрӑннӑ. Халӗ полк Фронтовка станци патӗнче Казатинран Умане каякан чугун ҫул тӑрӑх позици йышӑнса тӑрать… Курас килет, мӗнпур ӗмӗтӗм пӗр ҫавӑ ҫеҫ. Апатланнӑ хыҫҫӑн Володя мана алӑран тытасшӑнччӗ, анчах ку ҫепӗҫленни пуласран шикленсе, чавсаран кӑна тӗкӗнчӗ те зал еннелле пуҫне сулчӗ. Мария Гавриловнӑн ӗҫӗсем ӑнӑҫса пыра пуҫланӑ: Бурмин шухӑша кайса ҫӳре пуҫланӑ, унӑн хура куҫӗсем Мария Гаврилӑвна ҫинче ҫав тери хӗрӳ вут-хӗмлӗн чарӑнса тӑра пуҫланӑ, ҫавӑнпа татӑклӑ самант ҫывхарса ҫитнӗнех туйӑннӑ. Матроссем тӑтӑшах кулкалама пуҫларӗҫ. Эпӗ хӑпӑл-хапӑл тумланатӑп, хул хушшине питшӑлли тата французла роман хӗстеретӗп те килтен ҫур ҫухрӑмри ҫырмана хурӑнлӑх сулхӑнӗ тӗлӗнчи шыва кӗме каятӑп. Малалла утар. Катя пӗрре те мана салам калама хушмасть, манӑн ӗҫсем ҫинчен, эпӗ хӑҫан шкултан вӗренсе тухасси ҫинчен ҫеҫ ыйтса пӗлет. — Нумай ӑнланатӑн пулӗ эсӗ патшасене! — нимӗнле мар пулса каларӗ Артамонов, хӑй хӑлхине тытса пӑхса. Тата пушар та тухма пултарать: платниксем табак туртаҫҫӗ, пур ҫӗрте те — турпас. — Эсир айван ҫын иккен! — Вӑл мана вӗлерме шухӑшланӑ пулас, анчах хӑйӗн ӗҫне тирпейсӗр тунипе мана вӗлереймерӗ, чӗрӗлме пултарас таран амантса ҫеҫ хӑварчӗ. — Ваше превосходительство, тӑван аттерен ыйтнӑ пекех ыйтатӑп; тархасшӑн ахаль ан хӑварӑрсам эпӗ ыйтнине. Ни ӗҫме, ни ҫиме памасть. — Ара мӗн питех шухӑшласа тӑмалли пур? Марья Николаевнӑпа Санин йӑл кулчӗҫ. Старикпе Марысьӑна ҫумӑртан сыхлас тесе, Вавжон выртакан вырӑн тӗлне хӑйӗн чатӑрне карса хучӗ. Тамӑкра та сире, сволочьсене, чӑн-чӑн хӑвӑра тивӗҫлӗ вырӑн ҫук… Ҫапла виҫӗ кун та виҫӗ ҫӗр иртрӗ. Ку сан ӗҫӳ мар. Анчах та ҫак чертежсен йӗрӗсем темиҫе ҫӗршер километр вӑрӑмӑш та 20 — 30 километр сарлакӑш пулмалла (ҫавӑн чухне кӑна марсиансем вӗсене телескоп витӗр курма пултараҫҫӗ), ҫавӑнпа та ӳкерчӗксене тулӑ акса тума шухӑшланӑ, мӗншӗн тесен марсиансен телескопӗ витӗр йӗри-тавра сарӑлса выртакан хура ҫӗр хушшинче ылтӑн уй-хир ҫутӑ йӗр пек аван курӑнса выртӗ, тенӗ. Тепӗр чӗрӗк сехетрен эпир Сучокӑн кимми ҫине кӗрсе лартӑмӑр. Эсир шухӑшласа пӑхӑр-ха: Павел пур чух — кӗнекесем те, хутсем те пулнӑ, Павел ҫук та — кӗнекесем те, хутсем те ҫук! Мӗншӗн ӑна техник ӳсӗр тесе шутланӑ? Юнашар пӳлӗмрен Разметновӑн хыттӑн янӑракан савӑнӑҫлӑ сасси илтӗнет. Хутран-ситрен вӗсем уҫӑ сывлӑшпа сывлама палуба ҫине пӗр-ик минутлӑха тухаҫҫӗ те, анчах тепре килсе ҫакланнӑ шквал вӗсене часах хӑваласа кӳртет, вара мӗскӗн хӗрарӑмсем татах пӑчӑ та хӗсӗк пӳлӗме, ҫынсемшӗн мар, таварсем кӑна турттарма тунӑ майлӑрах пӳлӗме анаҫҫӗ. Ҫулла, хӗвел анас умӗн, пӗлӗтсем айӗнчен унӑн тӑррине ҫеҫенхир караппӑлӗ вӗҫсе анса ларать. Ак ҫакӑнта ун чух малти перевязочнӑй пункт вырнаҫнӑччӗ. Ромашов тӳрӗленчӗ те Петерсонӑн чахоткӑллӑ тӗксӗм куҫӗсене уҫӑ курайманлӑхпа тӳп-тӳррӗн тӑрӑнса тинкерчӗ. Руль ҫаврӑнса кайнӑ май карап чӗтренсе илчӗ. Ҫын какайне ҫиме вӗсене шур ӳтлисем вӗрентнӗ тесе те ан шухӑшлӑр. Ку чӗрмеленӗ йӗре мӗнпе те пулсан ҫавӑрса ҫыхсан, ҫуранах киле ҫитетӗп, апла мар пулсан, мана илме лав яма юрать. Ҫав вӑхӑтра Давыдовпа Шалый хӑйсен ӗҫне турӗҫ: Фрол Рваный сарайӗнче ҫутӑрах пултӑр тесе, Давыдов ун тӑррине улӑхса кайрӗ те икӗ кашта хушшинчи улӑма сирчӗ. Музыкҫӑсем залӑпа нумай куҫлӑ пӗр пысӑк чӳречепе ҫыхӑннӑ кӗленче галерейӑра хӑйсен вырӑнӗсенче ларатчӗҫ ӗнтӗ. — Хӑҫан вара? Грушницкий мана алӑран кӑрт туртрӗ те ун ҫине нимӗн палӑртми ачашшӑн пӑхса илчӗ. Апла пӑхни хӗрсене килӗшсех каймасть. Ашшӗсӗр тӑрса юлма пултарасси ҫинчен шухӑшлани — ун чӗрине ҫурсах ыраттарчӗ, няня ҫырӑвӗ тӑрӑх мӗскӗн чирлӗ ҫынӑн пурӑнӑҫӗ япӑххине пӗлсе, вӑл уншӑн хӑраса ӳкрӗ. Мӗн калӑн, кашни чӗрчун хӑйӗн шӑтӑкне тупать. Серафим патӗнче, унӑн турпас ҫумӗнчи сухӑр шӑрши ҫапнӑ, таса, ӑшӑ, стена ҫинчи шуҫ лампа ҫути ҫӗнтереймен ӑшӑ тӗттӗмлӗхпе тулнӑ пӳлӗмӗнче аван пулнӑ. — Ку тата мӗнле движени, пит ир пуҫланаканскер? Квироса шута ил-ха, Роберт, вара малалла кайӑпӑр. Шарикӗ резина ҫипе татса ямалӑх вӑйпах вӗҫет пулсан, вӑл малалла та вӗҫет. Ҫиппи татӑлмасан, вӑл каялла туртӑнать те шарике те хӑйпе пӗрлех туртса илет. Ҫӗр туртӑмне ҫавӑн пек курӑнман ҫиппе танлаштарма пулать, вӑл ракета куҫӑмне ерипен чакарсах пырать. Енчен унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫителӗклӗ вӑйлах пулмасан, хайхи ҫип ӑна каялла Ҫӗр патне туртса илет. Савӑта хыпашласа тупасси уншӑн йывӑрах мар: ӑҫта ларнине вӑл ытла та лайӑх пӗлет. — Е эсӗ эпӗ аслӑ государь иккенне ӗненместӗн-и? Тата виҫӗ кунтан, пӗр каҫхине, пӳлӗме ҫурӑмӗ ҫине ҫул хутаҫҫи ҫакса янӑ Артём пырса кӗрсен, унӑн савӑнӑҫӗ тата чикӗсӗр ӳссе кайрӗ. — Юрӗ, — хӑрӑлтатрӗ Артём аллине лум тытса, анчах ҫав вӑхӑтрах Политовский ӑна шӑппӑн: — Эпӗ илем, ман алра шанчӑклӑрах. Вара консультаци пуҫланчӗ. Пирӗн боевой организаци хатӗр тӑрать. Анчах унӑн юлташӗсем унсӑрӑнах вӑранчӗҫ. Давыдов ҫак ҫын шӑпах Гремячири партячейка секретарӗ иккенне чухласа илчӗ. Вӗсем ман ӑстӑн пурӑннӑ чухне ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. «Хуторта пӑлхав пынӑ чухне утта тӗшӗрсе ан ҫӳре, сухаллӑ шуйттан! Анчах ӑна яланах: «ӑҫта васкатӑн?» е «ҫапла ирех камӑн сухалне хырма каятӑн?» тесе ыйтакан паллакан ҫынсем хирӗҫ пулни майлӑ самант тупма памарӗ. 1777 ҫулти февралӗн юлашки кунӗсенче вӑл Ҫӗнӗ Зеландипе ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлнӑ. 1791 ҫулта Ванкувер утравсен бухтинче ҫирӗм кун ирттернӗ, анчах географипе сутҫанталӑк вӗрентӗвӗсем валли унтан пӗр усӑ та пулман. 1793 ҫулта Д'Антркасто Ика-на-Маорин ҫурҫӗр енчи ҫыранне ҫирӗм пилӗк миль тӑршшӗне курса ҫӳренӗ. Суту-илӳ флот капитанӗсем Гаузенпа Дальримп, вӗсен хыҫӗнчен Баден, Ричадсон, Мооди кунта кӑшт-кашт кӑна кӗре-кӗре тухнӑ. Кораблев тухса кайнӑ хыҫҫӑн пӳрте йӑлт темле кичем пусрӗ, унтан вара, уҫӑ кӑмӑллӑ Николай Антоныч килсе кӗрсен, тата кичемрех пек туйӑнчӗ, ҫитменне тата, хӑнана малтан каласа хунӑ пек виҫҫӗн кӑна мар, улттӑн килмелле, тесе пӗлтерчӗ. Нумаях пулмасть калаҫма вӗреннӗ ачашӑн ытлашши йывӑр япалах мар-ха вӑл. Ҫар карапӗ пӗр хушӑ Сӑваплӑ Ураталлӑ ту хысакӗ ҫийӗн ҫаврӑнчӗ, унтан Азора еннелле пӑрӑнчӗ те — халӗ сасси илтӗнмест. — Каллех таратӑн-и? Пӳртре хуҫа пек утса ҫӳрет. Акӑ пире хуралҫӑсем чарчӗҫ. «Кам килет?» — тенине хирӗҫ ямшӑк хытӑ сасӑпа: «Патша кумӗ хӑйӗн хозяйкипе», — тесе кӑшкӑрчӗ. — Ман мӗншӗн сиртен хӑрас? — Андрюша мана пит нумай ӑнланма пулӑшрӗ! — сӑмах хушрӗ амӑшӗ. «Утланса пынӑ чух лаша чарӑнас ҫук. Мӗн кирлӗ сана? Мӗн пирки? Вӑл, урисене пуҫӗ урлӑ ывӑтса, шывра пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса илчӗ. Мучи, шыва пилӗк таран кӗрсе, канӑҫлӑн ахлатса лӑпчӑнма пуҫланӑскер, пӑшӑрханса кӑшкӑрчӗ: — Ну, эсӗ ан ашкӑн, сысна ҫури! Питӗ хытӑ хӑрарӑм… Ку вӑл пирӗн пурнӑҫ кӗнеки пулать. Кам пӗлнӗ леш шуйттанӗ ман ҫине кушак пек сиксе ларасса, — тавӑрчӗ конвоир ҫиллипе. Ҫапла, вилӗм ҫине! Е эпир ҫӗнтеретпӗр, анчах пӗлетӗн-и, хамлет, ҫӗнтерес шанчӑк питех те сахал… Вӗсенчен пӗри прикладпа сулса ячӗ те — ялав чӗтренсе илчӗ, чалӑшрӗ те сӑрӑ ушкӑнта ҫухалчӗ. Радикалсемпе кашни кунах тӗл пулма пулать, ҫавӑнпа та вӑл ҫемҫен кулкаласа вӗсене хӑйсен чӑн-чӑн ӗҫне тума кӑтартса пачӗ: халӗ кунта, туристсем нумай килнӗ чухне, манпа калаҫса вӑхӑта сая яриччен, вӗсемпе калаҫсан авантарах пулӗ, терӗ вӑл. Паллах, хӗвеланӑҫ пайне, тата «Пилигрим» Ангола ҫыранӗ хӗрринче ҫӗмӗрӗлнӗ пулӗ тесе шутлама май пур — кунта вара пӗтӗм Вӑтаҫӗр Африкӑран чура сутуҫисен караванӗсем килсе тӑраҫҫӗ. Вырӑссемпе хутшӑнса пурӑннӑ ҫулсенче вӑл тӑван украина чӗлхин тасалӑхне ҫухатнӑ, анчах сӑнӗ-сӑпатӗнчен, Шевченкӑнни евӗр усӑнса тӑракан мӑйӑхӗнчен ку ҫын украинец иккенне чухласа илме пулать. Август уйӑхӗн варринче ректор помощникӗ отпускран таврӑнать. Ҫак вӑхӑтра ку шухӑш унӑн пӑтраннӑ кӑмӑлӗпе килӗшсе тӑчӗ. — Лектереймерӗм, — хӗрхенмесӗр тӳррипе калать перекенӗ, вара каллех пӑшал ӑшне патрон чикет. — Мускавран — Сталин хӑй… ҫавӑн пек тума хушнӑ… тахӑш числараччӗ ҫав, астӑваймастӑп. Ӑҫтан вӗҫтерсе килет-ха вӑл? — Ӗнер эп ҫӳрерӗм, анчах пӗрре те тупаймарӑм, — тесе калаҫрӗ Оленин, йӗри-тавра канӑҫсӑррӑн пӑхкаласа, анчах та туратсем хушшинче Марьянӑна курмасӑр. Умрихин Андрее повозка ҫинчен антарса траншейӑна йӑтса кайрӗ. Чӗрӗ пулам мар, анчах ҫапах та… Дмитрипе Любочка куҫҫуль юхтарса ман хыҫран чупса тухӗччӗҫ те мана хӑйсен парнине йышӑнма тархаслӗччӗҫ. Эхер Варенькӑна чӑннипех юратсан, вара эпӗ килӗшӗттӗм те ҫав тери, ҫав тери телейлӗ пулаттӑм…» — Унта Тимка, кунта Симка, — тӗмӗ хыҫӗнчен сиксе тухса кӑшкӑрчӗ Симаков. — Ҫырма леш енче вӑл: пӗтӗм ҫеҫенхире пӗлетӗп, тӳрех илсе ҫитеретӗп, тесе паттӑрланса пычӗ; анчах тухса кайрӑмӑр, ҫӗр тӗттӗм, аташса кайрӗ ман унталла-кунталла пӑркаланать, анчах ним усси те ҫук. Аула тупаймасть. Маншӑн мӗн тери йӗрӗнтерӳллӗ пулсан та, эпӗ хӑйӗн пӳлӗмӗнче утса ҫӳрекен Сен-Жером темле хаваслӑ кӗвӗсене питӗ лӑпкӑн шӑхӑркаланине илтмессе пултараймарӑм, ҫакӑ пӗччен ларассине пушшех йывӑрлатрӗ. Тӑшман виллисем хушшинче ҫаврака питлӗ, пысӑк пуҫлӑ, тӗреклӗ кӗлетке месерле тӑсӑлса выртать. Вӑл шинельсӗр, гимнастеркӑпа кӑна, — йӳле янӑ пилӗкӗн ҫухавине туртса ҫурнӑ, унпа юнашарах — хуҫӑк штыклӑ, юнланса ванса пӗтнӗ прикладлӑ винтовка. Гаррис ҫав-ҫавах чарӑнмасть-ха. — Мӗн, савнӑ чун мӗн, таса чун, хӗн-хур курса пӗтрӗн-им, асапланса ҫитрӗн-им? — тенӗн туйӑнатчӗ. Эпӗ ҫапла ыйтрӑм: ытах та ҫавсем, сан шухӑшупа, утопи анчах пулсассӑн, пурнӑҫлама май килмен… ӗмӗтсем ҫеҫ пулсан… вара мӗн тумалла-ха?.. Унта Негорӑна Алвиш чура сутуҫин агенчӗ тесе арестленӗ; Сан-Паулу-ди-Луандӑра ӑна суд тунӑ та ӗмӗрлӗхе колонири пӗр каторга тӗрмине хупнӑ. Аялти ҫӗр урнӑ пек шӑхӑрса ҫаврӑнма тытӑнчӗ, аэродром та, шкул ҫурчӗ те, тӑррине йӑрӑм-йӑрӑмлӑ, сывлӑш тултарнӑ михӗ ҫакнӑ метеостанци башни те, пурте ҫаврашкасем пулса тӑчӗҫ. — Пӗчӗк пулин те хытах кӳренет иккен, — хӑвӑрт шухӑшласа илчӗ те вӑл, ура ҫине тӑрса, ывӑлӗпе хӑвӑртрах килӗшес тесе, васкасах калаҫма тытӑнчӗ. — Эп сана — хытӑ мар вӗт. Инсаров каллех йӑл кулчӗ. Илья Артамонов ытларах та ытларах мухтанса кӑшкӑракан пулса пычӗ, ҫапах унӑн, ытти пуянсем пек, ҫынсене нимӗн вырӑнне хумасӑр мӑнкӑмӑлланасси пулман, рабочисемпе вӑл хӑйӗнпе тан ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, вӗсен туйӗсенче пулнӑ, ачисене тӗне кӗртнӗ, праҫниксенче пир-авар тӗртекен ватӑ рабочисемпе калаҫса ларма юратнӑ, лешсем ӑна хресченсене йӗтӗне ӗлӗк-авалтанпа сухаласа пурӑннӑ анасем ҫинче тата ҫуннӑ вӑрман вырӑнӗсене акма канаш пама вӗрентнӗ, ку вӑл питӗ лайӑх пулнӑ. Наташа кухньӑра тумланнӑ чух амӑшӗ ӑна:— Сирӗн чӑлха халь ҫӳреме ҫӳхе вара! Малалла кайрӑмӑр. Вӑл пур, мӗкӗрет: «Вӗсене эпӗ ҫӗр ҫинчен кӗсене хӑйпӑтса пӑрахнӑ пек хӑйпӑтса пӑрахатӑп!» — тет. Мана та ҫынсем умӗнче аван мар… Кашни кунах шурӑ эрех йӑтса таврӑнмалла… Эль-Койотӑн виҫӗ юлташӗ урӑх хирӗҫсе тӑмасӑрах ун хыҫҫӑн кайнӑ. Санин хӑйӗн именийӗ мӗнли ҫинчен калама пуҫларӗ: миҫе теҫеттин унта, ӑҫта вырнаҫнӑ вӑл, унта мӗнле хуралтсем пур, именирен мӗнле тупӑш илме пулать… ҫурт-йӗр илемлӗ вырӑнта вырнаҫни ҫинчен те асӑнса илчӗ, Марья Николаевна Санин ҫине ҫутӑ куҫӗсене илмесӗр тимлӗн пӑхрӗ; ун кулман тутисем кӑшт ҫеҫ хускалкаларӗҫ: вӑл вӗсене ҫырткаласа ларчӗ. Ну, ун ҫумне сана тата укҫа хушса пӑрсан — ӑна эпир иксӗмӗр ҫурмалла тӑвӑпӑр. Марьяна, — терӗ вӑл хӗре, — эсӗ Устенька патне пыратӑн вӗт? Окоп тӗпӗнче! Ӑшӑк вырӑнсене ҫитме тепӗр икӗ мильрен ытла юлман. Тӗтреленсе ҫӗкленекен тӑман ҫекундсерен ҫӗре куҫсенчен пытарать. — Чыс вара? Ман шутпа, эпир кӗсменсемпе виҫӗ миля яхӑн ишсе кайнӑ. Юлашки кунсенче пире пурне те карап ҫинче пит нумай ӗҫлеме тивнӗ пирки халӗ пирӗн малалла кӗсменпе ишме вӑй пӗтсе ҫитрӗ. Жихарев пурне те ӗҫме-ҫиме сӗнсе канлӗх пӗлмесӗр сӗтел тавра уткалать, унӑн кукша пуҫ чашкийӗ пӗрре пӗрин патнелле, тепӗре тепӗрин патнелле тайӑлать, ҫинҫе пӳрнисем пӗрмаях выляса тӑраҫҫӗ. Халӑх шанса хисепленине пула, ӑна кирек хӑҫан та ҫав ӗҫе суйлаҫҫӗ. Пӗтӗм храм ҫийӗн ҫурма тӗттӗм алтарь ҫӗкленсе тӑнӑ, ун ӑшӗнче, чи шалта, Изида сӑнӗсене пытарса хуплакан таса ҫуртӑн стенисем ылтӑн тӗспе тӗксӗммӗн ҫуталнӑ. Ҫутта курнипе пуҫра ҫуралма пултаракан туйӑм, суккӑра йӑхранах юлнӑскер, хӑй пурнӑҫӗнче ҫутта пӗрре те курман ача пуҫӗнче темӗнле чунлӑ мӗлкесем пек, тепле ытла та асаплантарса, кӳлепесӗр, тӗтреллӗн тухса тӑнӑ. Анна Михайловна та хӑйӗн ывӑлӗн вӑййинче: ку мӗн, — телей янӑрать-и е хурлӑх-и? — тенӗ пек, хӗр ҫине ыйтуллӑн пӑха-пӑха илет… Анчах эсир пурте мошенниксем, ҫавӑнпа та халӗ хӑвӑр хӑнӑхнӑ ӗҫе ӗнтӗ пӑрахасшӑнах та пулас ҫук, — тенӗ. Суккӑр ҫын пекех пыратӑн… илсе килсе патӑр-ха. Вӑл хӗре йӗнерне вӗҫертсе илме пулӑшнӑ. Коллежски асессор Ковалев вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑчӗ, силленсе илчӗ: сӑмса ҫук!.. — Эпӗ тинӗссем тӑрӑх вӑтӑр ҫул хушши ишсе ҫӳрерӗм, — терӗ вӑл. — Начаррине те, лайӑххине те, лӑпкӑ ҫанталӑка та, штормсене те, выҫлӑха та, ҫӗҫӗпе чикӗшнине те, ыттисене те сахал мар курна. Половцев, кантӑк умнелле кайса, ҫурӑмӗпе кантӑк янаххи ҫумне таянса тӑчӗ, пурне те палӑрмаллах шуралса кайрӗ. — Вӑл килмест те пулӗ, тен? Ҫӑварнире ҫак кӳршӗн вӗлернӗ ывӑлне хӑйсен анкартинче тупрӗҫ. Кам та пулин шыв айне путнӑ сысна ашне илме каяс текенсем пур-и? — ыйтрӗ вӑл. Тускуб тытӑмлӑхӗ кисренме пуҫлани, килес улшӑнусем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Э, юрӗ, ҫапах та Карл Иванычӑннинчен аванрах-ха. Унпа, манӑн ӗҫ пур. Кунти ҫынсем хушшинче эсир, темӗн чухлӗ сӑнаса пӑхсан та, хӑй хыпӑнса ӳкнине е ҫухалса кайнине палӑртакан сӑн-питлӗ ҫын пуррине кураймӑр, сӑнран пӑхсан вӗсем хушшинче хастарлӑ та пуҫаруллӑ, ҫапӑҫӑва кӗрсе вилме хатӗр ҫын пуррине те кураймӑр эсир. Эпӗ те, тӑванӑм, политика тӗлӗшӗнчен вӗренсе ҫитнӗ ҫын, мана эсӗ халӗ часах улталаймӑн! Колхозран тухаканнисемпе ҫийӗнчех, хуҫалӑх ҫулталӑкӗ пӗтессе кӗтмесӗрех, расчетсем тума пултарайманнине те ӑнланаймастӑн пулсан, ӑҫтан политика тӗлӗшенчен вӗренсе ҫитнӗ ҫын пулма пултаратӑн-ха эсӗ?… Юлашкинчен пусма картлашкисем тӑрӑх васкавлӑн утса хӑпарни илтӗнчӗ, унтан пӳлӗме Инсаровпа тата Шубинпа пӗрле Елена кӗчӗ. — Хайхи леш, Семенпа иксӗмӗр персе амантнине. «Шуйттан пӗлет-и! Юриех вӑрттӑн пӑхса тӑрать тесе шухӑшлӗ тата… Кам хушрӗ-ха мана вырӑн ҫинчен тӑма! Эпӗ унпа интересленетӗп тесе шухӑшлама та пултарӗ…» Дачӑсем ҫинчен сӑмах тапратсан, эпӗ Иван Иваныч княҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче дача пурри, ӑна курма Лондонран та, Парижран та килсе ҫӳрени, унта виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, Иван Иваныч князь манӑн ҫывӑх хурӑнташ пулни, эпӗ паян ун патӗнче апатланни, вӑл мана ҫав дачӑра ҫу каҫиччен пурӑнма чӗнни, анчах эпӗ килӗшменни, мӗншӗн тесен вӑл дачӑна эпӗ лайӑх пӗлни, унта темиҫе хутчен кайса курни, ҫав решеткесемпе кӗперсем мана пӗри те илӗртменни, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши пысӑк пуянлӑха, уйрӑмах тата ялта, чӑтма пултарайманни, ялта пур енчен те ялти пек пулнине юратни ҫинчен тӑруках каласа патӑм. Ҫак хӑрушӑ та кӑткӑс суяна каласан, эпӗ вӑтаннипе хӗрелсе кайрӑм, ҫавӑнпа эпӗ суйнине пурте туйса илчӗҫ пулмалла. Ҫав вӑхӑтра мана куркапа чей лартса паракан Варенька тата эпӗ калаҫнӑ чухне ман ҫине пӑхнӑ Софья Ивановна пуҫӗсене тепӗр еннелле пӑрчӗҫ те урӑххи пирки сӑмах хускатрӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӗсен сӑн-питӗнче палӑрнӑ йӑлтӑрӑва эпӗ каярахпа пӗр-пӗр питӗ ҫамрӑк ҫын куҫкӗретӗнех суйма пикеннӗ чух ыр ҫынсен пичӗсенче час-часах асӑрхарӑм, унашкал сӑн акӑ мӗне пӗлтерет: «Вӑл суйнине эпир пӗлетпӗр вӗт, мӗншӗн апла тӑвать-ха вӑл, шеремет!..» Эпӗ сасартӑк, Ярмола лашана, ахӑртнех, тӑварӑнтарма ӗлкерейменнине аса илсе, тӗлӗннӗ кантурҫӑна пӗр самах каламасӑрах, картишне васкаса чупса тухрӑм. Ухтищев та ӳсӗр пулнӑ. — Казаксем каҫхи апата кайрӗҫ. Тӑлӑх арӑмпа виҫӗ тӑлӑх ача… Урам варрине чупса тухсан хӑй хыҫҫӑн пӗр ушкӑн ҫеҫ мар иккен, тепӗр ушкӑн та чупнине асӑрханӑ: ун ҫулне пӳлсе тата вунӑ ҫынна яхӑн чупнӑ. Эпӗ йышӑнса выртакан ансӑр вырӑн, ытти хам ҫук тата манӑн ӗҫ те ҫук пӗтӗм тавралӑхпа танлаштарсан, ҫав тери пӗчӗк; эпӗ пурӑнма тивӗҫлӗ вӑхӑт татӑкӗ те хам пулман, пулас та ҫук ӗмӗрлӗх ҫумӗнче ҫав тери пӗчӗк… Пӑшалсемпе тӗрлӗ ӗҫхатӗрӗсене тата апат-ҫимӗҫ запасне экспедицин ҫичӗ ҫынни хӑйсен хушшинче пайларӗҫ. Пурте пӗр сӑмахра пулса халех хӑпарма тытӑнас тесе килӗшрӗҫ. Кирлӗ пулсан, ҫӗр каҫиччен упаленме те хатӗр. Турӑҫӑм! ӑна вӗлермелле суд туни ҫинчен, ӑна амантни ҫинчен шухӑшлатӑп та…) Вӑл тепӗр виҫӗ сехетрен каялла килчӗ те Берсенев хӑйпе апат ҫиме чӗннине хирӗҫ паянлӑха унпа апатланма килӗшни ҫинчен, анчах малалла хӑй валли апата кил хуҫи арӑмӗнчен илсе тӑма пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Мӗн пулчӗ вара? Ак, хӑть Назара ил. Хӑшпӗр каналсем ӳсентӑран ӳссе ларнӑ кӳлӗ евӗрлӗ ҫавра тӗксӗм вырӑнсене юхса кӗреҫҫӗ. — Сывӑ-и? — терӗ вӑл. Мӗн эпӗ кунта ухмах ҫынла тӑратӑп-ха? — Мамӑк, мамӑк чик!.. — терӗ амӑшӗ савӑннипе, Лена атӑсене виҫкелесе пӑхма пуҫланине курсан. Ҫав кӗнекерен эсир чи кирлине пӗлме пултаратӑр. — О, вӑл Англире, Шеффилдра пурӑнать, проповедник вӑл унта, хальччен Америкӑра пулса курман. Пурте-и? Шӑллӗ татах мӗн те пулин каламасть-и, тесе кӑштах кӗтсе тӑрсан, ашшӗ, ним чӗнмесӗр пуҫне усса, Яков аллинчен тытса тухса кайрӗ. Анчах кунтан акӑ мӗн паллӑ пулса тӑрать: демократизм никӗсӗсене ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцин проекчӗ мар, буржуаллӑ конституцисем пӑсаҫҫӗ. Ман атте ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах тӑватчӗ ҫакна… Эсир мана пӗр чиншӑн кӑна аташакан pères de comédie вырӑнне хуманнине тивӗҫлипе пӗлтерессе шанатӑп; анчах Елена Николаевнӑна ӗҫлӗ те ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем килӗшнине эсир мана хӑвӑрах каларӑр: Егор Андреевич хӑй ӗҫӗнче пӗрремӗш пултаруллӑ ҫын; тата, тепӗр енчен, ман хӗр ырӑ ӗҫсем тунине юратать: апла пулсан, пӗл ӗнтӗ: Егор Андреевич хӑй тӗллӗн пурӑнма пуҫласанах, эсир ӑнланатӑр пулӗ мана, хӑй илекен шалупа пурӑнма пуҫласанах, ашшӗ хӑйне кашни ҫул илсе тӑма пиллесе панӑ укҫана та илме килӗшмен, шӑллӗсене панӑ. Кольхаун мустангерпа харкашса кайни тата ҫав харкашу мӗнле вӗҫленни ватӑ Пойндекстер хӑй аппӑшӗн ывӑлне хисеплессине ӳстерме пултарайман, вӑл хӑй хурӑнташ пек пулса, Кольхаун майлӑ тӑнӑ пулсассӑн та. Ҫуна ҫине ларнӑ чухне вара Давыдова чӗнсе илчӗ, унӑн пальто тӳмине тытса пӑркаларӗ: — Манӑн йӗкӗтсем ырми-канми ӗҫлӗҫ! Илех апла эсӗ ху савнӑ чипер хӗре. Ӑҫта илсе каяс тетӗн — унта илсе кай; турӑ сире юрату та телей патӑр! — Пурне те хирӗҫ! — ҫуйӑхса янӑ Фома, ура ҫине сиксе тӑрса. Вӑтӑр ҫичӗ ҫул каярахпа Ливингстон тухтӑр Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнчен пуҫласа Замбезин тури пайне ҫитнӗ. Вӑл дыня юратать. Ку вара уншӑн чи тутлӑ ҫимӗҫ. Ҫавӑнпа та, Паганель ятне илтсессӗнех, Гленарван пӗтӗм чӗререн хавхаланса, ҫак кӗтмен ҫӗртен килнӗ хӑнана алӑ пачӗ. — Ай-хай пирӗн анненӗнҪылӑхӗсем пысӑк мар, — Вӑл никама юратман, Пӗр аттене анчах ҫав… Пике чӳрече умӗнче ларатчӗ. Санин хӑйӗн куҫӗсемпе ӑҫталла пӑхмаллине пӗлмерӗ. Сутӑнчӑк Гаррис хӑйсене Вӑтаҫӗр Африкӑпа шала илӗртсе кӗнине пӗлтермесӗрех Дик ушкӑна океан хӗррине каялла илсе тухасса шанчӗ-ҫке-ха. Шутла-ха, мӗнле вара эпӗ сана государь теме пултарӑп? Ҫырма леш енчен Нагим килчӗ, вӑл илчӗ. Айтӑр Маякин ячӗпе капитал хывар! Ӗҫ пур. Эпир коллективизаци процентне ӳстерессишӗн ытлашши ӑшталаннӑ, кунта ӗнтӗ райком айӑпӗ те пурах, кунсӑр пуҫне тата колхоза чӑннипех тӗреклетес тӗлӗшпе питех те сахал ӗҫленӗ. — Кунта мӗн каланине эпӗ йӑлтах ӑнланатӑп, апла пулсан, хӗрарӑм ӑс-тӑнне вӑл лайӑхах шӑнӑҫать. Том чӑнкӑ ҫӗртен асӑрханса аялалла анчӗ те, тӗттӗмелле хытӑ тинкерсе, шыва шуса кӗчӗ, пӗр виҫ-тӑватӑ утӑм пек ишсе кайсанах, вӑл пӑрахут хыҫне ҫыхса лартнӑ пӗчӗк кимӗ ҫине улӑхса ларчӗ. Тата виҫ чӗрӗк миля кайсан, сигнал хунарне кӑларса ҫакрӑмӑр, вунӑ сехет ҫитеспе ҫил тухрӗ, ҫумӑр ҫуса ячӗ, аслати кӗмсӗртетме тапратрӗ, ҫиҫӗм ялкӑшать; король Джимпа иксӗмӗре ҫумӑр иртсе кайиччен хурал тӑма хушрӗ. Вӗсем герцогпа хӳшше ҫывӑрма кӗрсе выртрӗҫ. — Сывлӑха пултӑр, юлташ! — пӗр сасӑпах хирӗҫ хуравларӗҫ Яков Лукичпа арӑмӗ. Капитан Кассий Кольхаун, эсир хӑвӑр ӑҫтине ан манса кайӑр. Траншейӑра команда панӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. — Пурте! Ҫын вӗлерекенсем! — тесе кӑшкӑрать Луиза. Вӑл Гленарвана индеецсен «тольдерине» патне каяс тесе каларӗ, унта ҫитме кунтан тӑватӑ миль анчах, унта экспедици валли мӗн кирлине пурне те тупма пулать, терӗ. Пӗри — чӑлах, тепри — ухмах, виҫҫӗмӗш — хыткукар… — Эпӗ листовкӑсемпе кӗнекесем илсе килтӗм… Капла пит те инҫе кайса кӗме пулать, — терӗ пичче. — Кун пирки айӑпланакан хӑех каланӑ. Паллах, пулас ҫук. Ҫӳллӗ, симӗс, хытӑ тунасем, борт ҫумӗпе чӑшӑлтатса сӑтӑрӑнса, мӑнаҫлӑн та васкамасӑр пуҫ тая-тая пычӗҫ. * * * — Анчах мӗнле пулма пултарнӑ-ха ку? — Мӗн илтрӗн вара? Малтанхи кунне Луиза тӑрук хуйха ӳкнипе ҫавӑн ҫинчен шухӑшламан. Кукушкин мунчи патӗнче час-часах ҫилленнӗ хӗрарӑмсем хаяррӑн ҫуйӑхни илтӗнет, анчах та ку ӑна пӑшӑрхантармасть. Халлӗхе — ан ӳпкелеш… — Эпӗ пымасан вара? Адмирал куркине ҫӗклесе ура ҫине тӑчӗ. Ултавҫӑ хӗрача Апат хыҫҫӑн petits jeux пуҫланчӗҫ, эпӗ ку вӑйӑсене хавхалансах хутшӑнтӑм. Казаксем ҫакна пӗтӗмпех курса тӑчӗҫ, анчах мана шырама ҫырма тӗпне пӗри те анмарӗ; вӗсем мана ӳксе вилчӗ тесе шутларӗҫ пулас: пурте ман лашана тытма чупрӗҫ. «Вӑл чипер ҫапӑҫать!» терӗ Бульба чарӑнса. «Икӗ сменӑпах юрӑ шӑрантараҫҫӗ, мур илесшӗсем!..» — пӑшӑлтатать шуҫӑм килнӗ вӑхӑтра Давыдов. Ҫуртасем те, ҫивитти те, Сайлас тетен кӗпипе сирӗн кӗпӗре те, кашӑксемпе тирӗксем те, ҫӗҫӗсем, ҫатма, арман чулӗ, ҫӑнӑх вӑрлама лекрӗ, — пӗтӗмпе каласа та пӗтереймӗн! Пӗлесчӗ сирӗн, пӑчкӑпа перосем тӑвасси, чул ҫине ҫырасси тата ытти те епле-хаваслӑ ӗҫ! Ҫавнашкал мӑшкӑлласа та элеклесе кулни ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхман пӗртен пӗр ҫын Монтанелли хӑй пулнӑ, пулас. Цанко арӑмӗ Дейкопа пӗрле тухрӗ. Маттур. Гусев хавхапа каласа хучӗ: — Пирӗнпе юнашарах темӗнле япала вӗҫет. Ытах эсӗ ҫывӑрнӑ чухне те тӗлӗкре хӑвӑн пулнӑ вӑкӑрусене куратӑн пулсан, — апла санӑн партие кӗме юрамасть. Калаҫар мар-ха. Тата ӑна кашни ҫынах, тен, нимӗн чӗнмесӗр шырать пулсан? Нумайлӑхах уйрӑлмастӑмӑр-ха эпир: августра вӑл ман пата Заполярьене пымаллаччӗ, эпӗ хама тата маларах чӗнтерессе те шанса тӑна — тен июльте те пулӗ. Ман сӑмаха чиновниксем кӑмӑлламанни лайӑхах сисӗнчӗ. Сывпул, мучи! — Тӑхта-ха, курӑн! — юнаса илчӗ Семиглаз. Ҫапла эпир кунта, ҫӗр хӑвӑлӗ ӑшӗнче пурӑнакан тискер кайӑксен тӗнчинче пӗр пӗчченех тӑратпӑр. «Ман пурнӑҫра пӗр ӗҫ пулса иртрӗ», терӗ вӑл. Унтан Лось алӑкран сиксе кӗчӗ, юлташне пушар ҫутатакан лутра пӳлӗмре кавир ҫине вырттарчӗ. Тӗрӗссипе каласан, паллӑ вӗт-ха: ҫынсем пурте пӗр япала патне, пӗтӗмпех лӑпкӑ, канлӗ пуласси патне пыма ӗмӗтленеҫҫӗ; кӑнтӑрла тӑрмашни — каҫхи шӑплӑх, хӗрарӑмпа пӗрле пулмалли, унтан вӑл ачашланипе кӑмӑла каймалла ӗшеннӗ хыҫҫӑн, тӗлӗксем курмасӑр ҫывӑрмалли сехетсем патне пымалли аванах мар утӑмсем кӑна. — Ҫӗркӑмрӑк шахти! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Эпӗ ӗнтӗ виҫӗ хут ларнӑ. Вара кашнинчех, питех кӑмӑла кайман пулсан та, ӑс-тӑнпа чӗре валли палӑрмаллах усӑ илнӗ. Малтан пӗр мӑшӑр куҫ, унтан тепӗр мӑшӑр тата виҫҫӗмӗш те пачӑшкӑ куҫӗсем хыҫҫӑн пӑхма пуҫларӗҫ, унтан чиркӳри ҫынсем, пурте хӑйсен вырӑнӗсенчен кар тӑрса, куҫӗ-пуҫӗсене чарса пӑрахсах, виҫӗ вилӗ клирос тӑрӑх епле утнине сӑнарӑҫ. Том малта пырать, ун хыҫҫӑн — Джо, чи хыҫалта усӑна пыракан ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ Гек хӑракаласа утать. Ромашов шурса кайрӗ. Кӑкӑрӗпе ӑшӗ-чикки унӑн сивӗнсе ларчӗ, чӗри вара, харӑсах пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче тапать тейӗн, хӑвӑрттӑн тӑлтлатса тӗпӗртетме пуҫларӗ. Эпир пайтахчен ҫапла лартӑмӑр. Ӑҫта пӑчланчӗ ҫак Зеб Стумп? Вӑл тата ытларах кӑвакарса кайрӗ, сайра ҫӳҫ пайӑркисем, вирелле тураса вырттарнӑскерсем, сасартӑк ҫамки ҫинелле персе анчӗҫ. Ав ҫав лаша та пӗр ҫӗр каҫа икҫӗр миля чупнӑ пулӗ, тен. Сӑхманӗ айӗнче чӑн та кӗске пӑшалӗ курӑнмарӗ. — Пурнӑҫӑмра ҫакӑ пулса иртессе эпӗ пӗлнӗ, — терӗ вӑл темӗн пирки шухӑшланӑн. — Ман ҫине шаннӑ пек шанӑр, — тесе пӗлтерчӗ сквайр. Манӑн ӗҫ вӑл — шӑпах маншӑн майлӑ ӗҫ! Эпӗ те хӗрхенеттӗм вӑл ҫынсене; эпир вӗсем ҫинчен шӑппӑн сӑмахласа, кашнинчех ырӑ, лайӑх енсем тупса тата пуринче те темскер, эпир, ачасем, вӗсене хӗрхенессине пушшех вӑйлатакан япала тупса, нумайччен ҫывӑрмасӑр выртрӑмӑр. Мадам Александрин, эсир ӗҫлекен ҫын, ҫапла мар-и?.. Артур вулама пуҫларӗ, офицерсем унӑн сӑн-пичӗ мӗнле улшӑннине сӑнаса тӑчӗҫ. Ҫавӑнтан вара вӑл хӑйӗн Чӗмпӗр патӗнчи ялӗнче пурӑннӑ. Унтах вӑл авланнӑ та. Ҫывӑхра пурӑнакан пӗр чухӑн дворянин хӗрне, Авдотья Васильевна Ю… на качча илнӗ. Сайралнӑ сывлӑшра вут ҫунса тӑмаллӑх кислород ҫитмест, — ӑна майор ҫапла ӑнлантарса пачӗ. Ӑна ҫурӑмӗнчен пуля пырса лекетех пулӗ, мӗншӗн тесен Эль-Койотӑн пистолечӗ, кинжал пекех, алӑ айӗнче ҫывӑхрах пулнӑ. — Шырӑр эппин, Джон! — тесе хучӗ Элен. — Ҫинҫешке эсӗ, ырханкка! — терӗ амӑшӗ. Тӗксӗм те пӑчӑ, йывӑр атмосферӑллӑ пӳлӗмсем тӑрӑх, нимӗн сасӑсӑр тенӗ пек, хӗрарӑм мӗлкисем шуса ҫӳренӗ, вӗсем ҫинче тӗксӗм тӗслӗ платьесем, урисенче яланах ҫемҫе туфлисем пулнӑ, пичӗсем ҫинче чунпа ӳкӗннин палли сӑнарланса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, Катя патне шӑнкӑртаттарса пӑхасшӑнах марччӗ эпӗ, ҫитменнине тата ҫак юлашки виҫӗ ҫул хушшинче унтан пӗртен-пӗр салам кӑна илнӗ, ӑна та Саня урлӑ ҫеҫ. Пурте тахҫанах пӗтнӗ ӗнтӗ, пурте манӑҫа юлнӑ. Лешӗ «ҫук» тесе пуҫне ҫеҫ сулларӗ. — Ҫапла, пӗтсе ларассине нумаях кӗтмелле пулмӗ, — терӗм эпӗ. Пирӗн ҫӗр-шывӑмӑрта тӗреклӗ-сывӑ вӑйсене чӑмӑртамалла та вӗсене — сахал ҫухатупа — анархипе кӗрешме ямалла. Сывлӑш шӑтӑкран пӗрхӗнсе тухрӗ, шыв шайӗ хӑвӑрт ҫӗкленчӗ, шӑтӑк тӗлне ҫитсен, чарӑнчӗ. Вӑл пӗтӗмпех темле ҫемҫе те хурлӑхлӑ, такама пӑхӑнса тӑракан ҫын сӑн-питлӗ… Тахҫанах разведчик пуласшӑн ҫунатӑп. 18… ҫулхи февралӗн 10-мӗш кунӗнче К… уездӗнчи суд гварди поручикӗ Гаврил ывӑлӗ Андрей Дубровский Петр ывӑлӗн Кирила Троекуров генерал-аншефӑн пурлӑхӗпе … кӗпӗрнинчи Кистенӗвка ялӗнчи ята кӗнӗ … арҫынлӑ,… теҫеттин акакан ҫӗрле тата улӑх-ҫаранлӑ именийӗпе тӗрӗс мар усӑ курни ҫинчен пӑхса тухрӗ. Хӑй мӗнле сӑлтавпа чарӑнса тӑнине вӑл тӳрех каласа хунӑ: — Тьфу пӗтменскер! Вӑл хӑйӗншӗн чи хаклине — кӗрешӳре кирлӗ вӑйне пӗтерчӗ пулсан, мӗншӗн пурӑнмалла унӑн? Капитан, эпӗ сире акӑ мӗн калатӑп. Ҫулпуҫ пулма суйласа илнӗ ҫынсене эпӗ пӗлетӗп. Ӗнерхисене те, паянхисене те, ыран килсе тухма пултаракансене те пӗлетӗп. — Пурне те ылханатӑп! Алӑк хупӑнчӗ. Кӳршӗ арӑмӗсемпе хӗрсем Кирила Петрович патне сайра-хутра кӑна пырса ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен Кирила Петровичӑн сӑмах-юмахӗсемпе йӑпанӑвӗсем хӗрарӑмсемшӗн мар, яланах арҫын ушкӑнне тивӗҫлӗ япаласем ҫеҫ пулнӑ. — Унтан ҫапла ыйтрӗ: — Ҫак шыв сире лайӑх пек-и, монсеньор? — Марыся, — ачашшӑн каларӗ Ӑмӑрткайӑк, — ытарайми Марысьӑм! Вӑл ҫӗре васкарах, хытӑрах алтма тытӑнчӗ. Паганель хӑйӗн тусӗпе, Роберт Грантпа ҫакӑн ҫинчен уйрӑмах калаҫрӗ: — Аван пулчӗ-ха пире, — терӗ вӑл, — мӗншӗн тесен, пӗтӗмӗшпе илсе калаҫас пулсан, кӑнтӑр полушаринчи вӑтам температура ҫурҫӗртинчен ҫӳлерех тӑрать. Вӑхӑт ҫитӗ пысӑк заводри рабочисен коллективӗ унӑн пӗтӗм ӑстӑнне йӗркелесе ҫитерӗ. Вавилов аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса утать, пӳрнисене вӑл хыттӑн пӑчӑртанӑ. Хӑшӗ майлӑ, хӑшӗ хирӗҫле пулнине сивӗ кӑмӑлпа шайлаштарса пӑхса, чӗрене ҫунтаракан ҫакӑн пек шухӑшсемпе аппаланнӑ самантсенче унӑн куҫӗ умне темӗнле сарӑмсӑр шӑпана пула ҫут тӗнчене ҫуралассах сусӑр ҫуралнӑ ҫӗнӗ чун тухса тӑнӑ. Елена ун ҫине айккинчен пӑхрӗ. — Эпӗ пынӑ пулӑттӑм, анчах, чӑнласах та, эпӗ ӑнланмастӑп — мӗн тӑвӑпӑр-ха эпир, мӗнле роль выльӑпӑр унта? Чечеклӗ клумбӑсем ҫинче тата пӳрте пур енчен те хупӑрласа илекен йывӑҫсем хушшинче хитре хунарсемпе ҫутатнӑ бронзӑран тунӑ колоннӑсем лараҫҫӗ. Чылай вӑхӑтран тин вӑл хӑйпе ҫак кунсенче мӗн пулса иртнине йӗркипех аса илчӗ. Мӗншӗн-ха вара эсӗ, Давыдов, ку статья шӑп та шай мана пуҫран пырса тӗкет, тетӗн? Румынире хресченсем питӗ чухӑн пурӑнаҫҫӗ… Ҫӗр каҫипех вӑл куҫне те хупмарӗ. Уэлдон миссисран инҫе мар Дик Сэнд пӗчӗк Джекпа вылять. Тирӗксемпе кашӑксем янӑрани хӑнасен шавлӑ калаҫӑвӗпе пӗтӗҫсе кайрӗ, Кирила Петрович, апата ларнӑ ҫынсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа, хӑйӗн пуян апат-ҫимӗҫӗпе киленсе ларать. Эпӗ ирӗксӗрех кунта ларса каймалли кимӗ пур-ши тесе пӑхкала пуҫларӑм. Пӑхса тӑмӑп, кӳрентерес пулсан, никама та тиркемӗп». Халӗ ак вӑл ҫук та — нимӗн те ҫук. Мӗнле пӗлен, ҫавӑн пек ту. Ҫӗнӗ ҫапӑҫусем валли ҫар пухса тӑратас ӗҫ ҫак вӑрмантан чылай ҫурҫӗр еннелехре пулса иртет, — ун ҫинчен эпӗ сире ҫул ҫинче каланӑччӗ. — Пӗлместпӗр-ха. — Кул ӗнтӗ! — Пӗчӗк тусӑм, ан тунсӑхла эсӗ ман патӑмра, — терӗ кукамай, ӑна янахӗнчен ҫупӑрласа, — савӑнма тата май пур таран ытларах ташлама сӗнетӗп. Вӑранасса вара вӑл, такам тӗртсе вӑратнӑ пекех, сасартӑк вӑранчӗ. Ун чухне кӑшт ҫеҫ тул ҫутӑлса килнӗ, ҫывӑхри йывӑҫсем кӑна тӗттӗмре кӑштах палӑра пуҫланӑ. Вара Гаврила аяккалла, лӗмсӗркке хура пӗлӗт витсе тӑракан ҫеҫенхир еннелле, тӗттӗмелле чупма тытӑнчӗ. Комков хӑйне ҫирӗп тытать, ҫынна пӑхӑнтармалла пек хӑтланать. Ҫакӑ ун патӗнче сывалакан ҫынсене килӗшет пулмалла. Тӳррипе каласан, вӑл ытла начарланса ҫитнӗ ӗнтӗ, университета леҫессинчен урӑх нимӗн тума та ҫук — университетри темле лаборатори чӗрӗпсем туянатчӗ. Эсир-и? Хупах хуҫи те итлесе пӑхрӗ: — Ҫапла, гражданин, тупӑсемпе те, пӑшалсемпе те переҫҫӗ, — терӗ вӑл. Кольхаун ҫеҫ ҫывӑрман. — «Хӗрлӗ» янрав… тӗрӗссипе мӗнлерех вӑл? Намӑс курма тивет, ӗҫ тухас ҫук! Тутисем унӑн чӗтренӗ, тутин кӗтесӗсене пӗркеленчӗк йӗрӗсем уҫҫӑн персе тухнӑ. Букин аллисене саркаласа илчӗ те шӑппӑнрах калаҫма пуҫларӗ: — Тата ҫакна калас пулать: суда мӗншӗн халӑха кӗртмен, тӑванӗсене ҫеҫ кӗртнӗ? — Паллах, — терӗ вӑл, пӑлханнине ирттерсе ярасшӑн пулса. Перуштицӑ — иккӗмӗш Сарагоссӑ. Людмила халтан каять ӗнтӗ, эпир ӑна пулӑшма ҫын тупса памасан, вӑл чирлесе ӳкет… Унтан эпир уйӑрӑлтӑмӑр. Вӑл кайрӗ, эпӗ юлтӑм. — Аптрамӑпӑр, ӗҫне хамӑрах тӑвӑпӑр, апат ҫимелле пулнӑ ҫӗре вӗсем те, иккӗмӗш фронт тенисем те персе ҫитӗҫ. Ҫумӑр витӗр тинӗс те, ҫанталӑк тӳпи те курӑнман. — Кольхаунӑн лаши ҫав ҫӗр килте пулман, лачкам тар юхтарса киле тавӑрӑннӑ. Марьянка кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн ытти хӗрсем те кулма пуҫларӗҫ. — Ҫав шухӑ хӗр, — терӗ Мирон, аллисене кӗсйисене чиксе, — хӑй хурлӑхлӑ тӑлӑх арӑм пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшать, ку унӑн питех те ӗненмелле мар пулса тухать, анчах хӑй ҫав тери чаплӑ тумланнӑ, — палӑрсах тӑрать: вӑл Якова ҫаратнӑ. Ҫав аскӑн ҫын Дуньӑна кӑна ҫех мар илӗртсе илсе кайнӑ, илӗртсе кайнӑ та кӑшт йӑпаннӑ, кайран пӑрахнӑ. — Том Аустин тен халӗ те Мельбурнран тухман пулӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Гленарван, ӳкӗнсе тӑнӑ ҫӗртенех ҫӑмӑл шанӑҫ илсе. Радӑна чунтан савса юратас ӗмӗчӗ унӑн тепӗр юратупа та — тӑван ҫӗршывне юратас кӑмӑлӗпе те — хыпӑнса илчӗ. — Асту, чулсем ҫинче рантне ан пӑс!.. Алӑк уҫӑлчӗ те, пӗр аллӑ ҫулхи ҫын, тачкаскер те пӗчӗкскер, вӑкӑрӑнни пек ӗнселлӗскер, сиксе тухас пек алтӑр куҫлӑскер, ҫав тери ҫаврака та йӑлтӑркка ҫап-ҫутӑ пит-куҫлӑскер, тухрӗ. Эпӗ ак пӗрехмай шутлатӑп. Килнӗ ҫынна апат ҫитеретӗр-и? Анчах пӗчӗк ушкӑн тинӗс хӗрринчен уйрӑлса американец хыҫҫӑн ҫула тухнӑранпа пурте урӑхла. Анчах пурӑнӑҫра ун пек пулмасть. Ирсерен эпӗ вулаттӑм, хӑнӑхмалла куҫаркаласа пӑхаттӑм тата тепӗр чухне сӑвӑсем те ҫыркалаттӑм. Вӑл сӗтел хушшинче ларать, Ромашов вара, нимӗн асне илеймесӗр тӗлӗркелесе, ун умӗнче тарать. — Кала, — терӗ Тоня хаваслӑн. — …Вӑл вара текех таврӑнмарӗ. — Ҫапах та вӑрлаҫҫӗ-ҫке. — Ыран. Ирхине ирех. Эпӗ ҫав-ҫавах уҫҫӑн палӑрман сехӗрленӳпе тата ку сехӗрленӗве ӳстернӗҫемӗн ӳстерме тӑрӑшса, ҫурма тӗттӗм пӳлӗме кӗтӗм. Вӑл пӗр йӗкелне илчӗ те унӑн хуппине вистесе пӑхрӗ, — хуппи айӗнче вир пӗрчи пысӑкӑш хӑрах ҫунатлӑ вӑрри пуррине курчӗ. Клещовӗ ҫине тӑрсах ӑна каласа кӑтартса паратчӗ: — Тата эпӗ сире калатӑп: юрлани вӑл, сӑмахран каласан, автансем ҫапӑҫса хӑтланни мар… Ҫӳлти ҫапӑҫусем валли тунӑ ҫивӗч «ласточкӑсемпе» йывӑр «мигсене» пӑрахӑҫа каларнӑ. Вӗсем вырӑнне совет завочӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юмахри пек хӑвӑрт ҫӗнӗрен ҫӗнӗ самолётсем туса кӑларма вӗреннӗ. Вӗсем «яксен» чи юлашки чаплӑ моделӗсене, ӗҫе кӗме пуҫланӑ «Ла–5» истребительсене, икӗ вырӑнлӑ «илсене» — вӗҫекен танксене, ҫӗр ҫумӗпе вӗҫсе пырса тӑшман пуҫӗ ҫине бомбӑсем те, пульӑсем те, реактивлӑ снарядсем те тӑкакан, нимӗҫ ҫарӗнче «шварце тод» — «хура вилӗм» тесе ят панӑ самолётсене туса кӑларнӑ. Анчах ача вӑл ыйтнине хирӗҫ кулса ҫеҫ илчӗ. Вӗсем хӑйсен пассажирӗ ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ. Анчах кам пӗлет, тен, пирӗн мужиксен юрри сире, пане, килӗшсех те каймӗ, — тӗртсе илчӗ вӑл Макҫӑм пиччене. — Мӗншӗн? Эпир хамӑрӑн апата ҫисе яма та ӗлкӗреймерӗмӗр, крыльца умне халтӑртатса урапа пырса та тӑчӗ. Тренировка туса пурӑнса урасӑрах вӗҫме вӗренме, каллех лайӑх лётчик пулма пултарассине ӗненсен, унӑн ҫав тери пурӑнас, ӗҫлес килсе кайрӗ. Анчах нимле те май килмен. Развалихин ҫӑварӗнчен ҫӑра табак тӗтӗмӗ вӗрсе кӑларать. Ҫавӑн пек каланисене хирӗҫ вӑл йӑл кулса, кӑшт тытӑнчӑклӑрах:— Ч-чӑнах та, господасем, эсир тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсемех мар. — Куратӑп эпӗ — шеллетӗр эсир ӑна. Йӗкӗтсенчен тахӑшӗ шавлӑн сывласа илчӗ. Анчах ман хӑлхара ҫаплах пӑшал сасси янӑраса тӑратчӗ, эпӗ вара ӳчӗ ҫинче ӑҫта та пулин тата суран пулма кирлӗ тесе шутларӑм. — Ӑҫтан? — Эсир качча тухмарӑр пулать? Юрӗ апла, кӗтӗпӗр, паян мар тӑк — ыран ҫав-ҫавах калаҫӑн! Трубаран пӗрхӗнсе тухакан тӗтӗм те хӗрелчӗ, нӳрленнӗ канатсемпе парӑссем кӗрен тӗслӗн курӑнаҫҫӗ; матроссем юрӑ тӑсса ячӗҫ, ҫав самантра хӗвел пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса, океан ҫинелле анса пычӗ. Алексей, ун ҫине тӳррӗн пӑхса, кӑшт кулса илчӗ. — Шӳт тума тытӑнатӑн-и? Манӑн кил хваттер яракан ҫурт мар, шӑллӑм, тата, вӑл Дубровскиех пулсан, Дубровские сан пек ҫаврӑнкаланипех тытаяс ҫук. Пӗчӗк ҫынсенчен пӗри, пит чаплӑскер пулмалла, хӑй хыҫҫӑн асӑрхаса ҫӳрекен виҫӗ ҫыннипе пӗрле кӗпер ҫине хӑпарса тӑчӗ те, ман еннелле пӑхса, сӑмах калама тытӑнчӗ. Петро, аллисем ҫине сурса илчӗ те, кӗреҫине ярса тытрӗ, ун ҫине урипе хытӑрах пусса алтма тытӑнчӗ. Пӗр кӗреҫе тӑпра ҫавӑрса хучӗ, тепӗр кӗреҫе, виҫҫӗмӗш, унтан тата тепре… Темскер, хытӑскер пур!.. Ун айӗнчи урай пӗрмай тайӑла-тайӑла каять, урайпа пӗрле вӑл та сулкаланать. Эсӗ театрта бинокльпе пулнӑ пулсан, сана ак ҫак явлени паллӑ пулмалла. Пирӗн Ҫӗр уҫлӑхра калама ҫук пысӑк пӗтӗркӗҫ евӗрлӗ ҫаврӑнать. Вӑл каллех выртма тӑчӗ, анчах урисене ҫӗклеме вӑйӗ ҫитмерӗ. Андрей кутамккине ҫакма тӑхтарах пачӗ. — Нимӗн те памастӑп, ан тив хӑйсем туччӑр… — ответленӗ Фома, ҫак сӑмахсем хӗре тата ытларах ҫиллентерессине пӗлсех. Эпӗ чӗркуҫленсе ларса король майри урине чуптуса илме ирӗк ыйтрӑм, анчах король майри мана хӑйӗн кача пӳрнине ырлӑх сунса тӑсса парсан, эпӗ ӑна икӗ аллӑмпа ыталаса илтӗм те пит хисеплесе тута патне илсе пытӑм. Павел ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑл Федя ҫинчен сӑмах ваклама пуҫларӗ, ӑна Павелпа юнашар тӑратсан, вӗсем патнелле ҫине тӑрсах Букина шутарса пычӗ, — вӑл вӗсене пурне те пӗр миххе чыха-чыха чиксе ҫӗлесе лартнӑ пек туйӑнчӗ. — Сыхланасса сыхланать. Ман чӗрем пушах, Кроссман чӗрийӗ пек мар. Савӑнӑҫ пирӗн патра нихҫан та пурӑнмасть, ӑна хӑйне хак та памаҫҫӗ, вырӑссен ыйхӑллӑ хуйхӑ-суйхине чакармалли май туса ӑна ахаль выртнӑ ҫӗртен юри туртса кӑлараҫҫӗ. Вӑл пӑрсем хушшинче пӗр хускалмасӑр тӑрать, тӗрӗссипе каласан, 1913 ҫулхи кӗркунне, эпӗ тухса кайиччен ҫапла тӑратчӗ вӑл. — Ҫапла, каларӑм! — терӗ вӑл, хӗрӳллӗн те ҫилӗллӗн пӑшӑлтатса. Ҫӑмӑл исландец кушак пек ҫӳлелле тӑрмаланса улӑхрӗ те пӗр-икӗ минутранах япаласене илсе анчӗ. Тӗрлӗрен ӗҫсем Тепӗр сакӑр кун хушши кимӗ ҫаплах юхӑма май анчӗ-ха. Хыттӑн чӑмӑртаннӑ аллисем чӗркуҫҫийӗсем ҫинче выртнӑ, пӳрнисем шӑтӑртатнӑ. Иов кӗнеки ҫинче те ҫавнах каланӑ: «этем хӗн курма ҫуралать, вӑл, хӗм пек, ҫулӑмланса хӑпарса каясшӑн», — тенӗ. Бекки вӑл чӗннине хавассӑн йышӑннӑ, вӗсем вара малашне пӑхса пӗлмешкӗн чул ҫине хӑрӑмпа паллӑ тунӑ та ҫӗнӗ япаласем шыраса тупма кайнӑ. Станцирен инҫех те мар чул ҫурт кӳлепи салхуллӑн курӑнса ларать. — Лере Козельцов: — Чиперех-и? Ӗҫленинчен ытларах — макӑрса пӗтӗн. Эпӗ ӑш калатӑп: вӑл, ваше благородие, пустуй ухмахланса хӑтланни ҫеҫ, тетӗп. Пӗлӗт ҫинче ҫӳлтен аялалла аслати сасси такӑна-такӑна кӗреслетсе, янратса анчӗ те, инҫетре салхуллӑн мӑкӑртатса, хуллен-хулленех илтӗнми пулчӗ. Симурден хӑйне питӗ тӳрӗ кӑмӑллӑн тыткалакан салху ҫын. — Пирӗннисене! Король хӗрӗсем! Атя эппин, хӑ-авӑрт-рах! Куратӑп: нимӗн те пула пӗлмест, вара аллӑма султӑм та:— Шурри, — тесе персе ятӑм. Эсир калаҫасшӑн пулсан, эпӗ сирӗнпе испанецла калаҫма пултаратӑп, анчах англичанла эсир мана лайӑхрах ӑнланатӑр пулӗ тетӗп — вӑл сирӗн тӑван чӗлхе пулӗ-ҫке? Никита курпунне хускатса илнӗ, варӑм аллисен ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйӗн шӗвӗр чӗркуҫҫийӗсене хыттӑн сӑтӑрса, хурлӑхлӑн:— Ой, кӑлӑхах эсӗ куна… — тенӗ. — Яланах вак интерессем — ҫавӑ хӑрушӑ. Енчен эсир лайӑхрах выляма пултаратӑр пулсан, сцена ҫине кайӑр! — хӗрӳллӗн каласа хучӗ Каблешков. Ҫапах та Джонни кун каҫа виҫӗ пин ытла пӑкӑсем чиксе лартма ӗлкӗрнӗ. Юрий нимӗн те ыйтмарӗ. — Мускав кунтан, ачамсем, пилӗкҫӗр ҫухрӑм. Чылай калаҫнӑ хыҫҫӑн Икӗ Талисман юханшывӑн пуҫламӑшӗнче вырнаҫма килӗшнӗ, икӗ кун иртсен индеецсен йӑхӗ ҫӗнӗ вырӑнта лагерь туса та лартнӑ. Эпӗ килӗшрӗм. Шуйттансем, ӗҫнипе каторгӑна та лекӗҫ, кӗтсех тӑр! — Ытах та сире кичем пулсан, сикӗр шыва!.. — тенӗ ӑна Саша, куҫне ҫиллессӗн йӑлтӑртаттарса. — Мӗн тума кирлӗ сана качака таки? Разметнов хулпуҫҫисене хускатса илчӗ: — Пултараймастӑп мар, казаксем умӗнче намӑса кӗрес мар, тетӗп. Вӑл каласа панисем тӗресех пулса пынӑ: фронтӑн темиҫе участокӗнче, ҫав шутрах Бородин генералӑн дивизийӗ тӑракан участокра та, нимӗҫ ҫарӗсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫни, танксемпе артиллерие малти позицисем патнелле куҫарни палӑрнӑ. Ун пеккине ирӗк парсан, — самантрах эрешмен пек шӳсе хӑпарса к-кайӗ! Мӗнпур юлташӗсем хушшинчен ӑна суйласа илсе, унпа ҫывӑхланнин пӗртен-пӗр сӑлтавӗ Безобедовран япӑхрах курӑнакан студент пӗтӗм университечӗпе те урӑх ҫукки кӑна пулма пултарать. Хутланса ӳкнӗ, хӳрине хӑй айне персе чикнӗ Тарталья хӑй патши умӗнче чалӑш лартнӑ киверӗ айӗнчен куҫӗсене хӗсе-хӗсе, мӑчлаттарса ларчӗ; Наполеон сассине хӑпартнӑ чухне Бернадотт кайри урисем ҫине тӑрӑ-тӑра илчӗ. Ҫамрӑк чухне чунӑн мӗнпур вӑйӗсем малашлӑхалла туртӑнаҫҫӗ; иртнӗ кунсем тӑрӑх тӗшмӗртнӗрен мар, ҫитес кунсем телейлӗ пуласса шӑннӑран, ҫак малашлӑх куҫ умне темиҫе тӗрлӗ, уҫӑмлӑ тата ытарайми лайӑх ӗлкесем пулса тухса тӑрать те, пулас телей ҫинчен пӗр-пӗрне ӑнланмалла тата килӗшмелле ӗмӗтленнисем ман ҫула ҫитнӗ ҫамрӑка чӑн-чӑн телей пекех курӑнаҫҫӗ. — Ах, батюшка Владимир Андреевич, — терӗ старик, хашкаса. — Суд килнӗ. Ольга ҫилленсе кайӗ е йӗрсех те яма пултарать. Ҫак тӗлтен эпӗ тинӗс ҫыранӗ шалалла ҫаврӑнса кайнипе пулса тӑнӑ пӗтӗм бухтӑна куҫӑма ҫавӑрса илме пултаратӑп. Бухтӑн шӗвӗр вӗҫлӗ чул тӑвӗсем хушшинчи шаларах кӗрсе тӑракан пайӗнче пӗчӗкҫӗ гавань пур, кунта ҫул пырса тивейменнипе шыв ҫийӗ лӑпкӑ выртать. Людмила тенкел ҫинче сывӑ урипеле ҫӗре тӑрӑс-тӑрӑс тапса ларатчӗ, ҫапӑҫакансем хӑй патнеллех йӑваланса ҫитсен, вӑл вӗсене туйипе тӗке-тӗке яратчӗ, хӑранипе: «Чарӑнар!» — тесе кӑшкӑрса илетчӗ. Унӑн вӑйӗнчен Гленарван та хӑрама пуҫларӗ. Куҫҫулӗсем ӗнтӗ пӗр енчен пунш ӗҫнипе те пулчӗҫ пулмалла, ӑна вӑл хӑй каланӑ хушӑра пилӗк стакан та типӗтрӗ, анчах епле пулсассӑн та, вӑл калав ман чӗрене вӑйлӑнах хускатрӗ. Паллах, фронтра пулнӑ пулмалла. Хӑйсем утланнӑ ашакӗсем ҫине чӑпта вырӑнне ризӑсем витнӗ, стихарь тӑхӑннӑ ҫынсем хупахсем патне пыра-пыра чарӑнаҫҫӗ те хупах хуҫинчен чиркӳ дароносиципе эрех тултарса пама хушаҫҫӗ. Пирӗн сулӑран ҫӗр чалӑшра вӗсен хушшинче ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. — Малалла тӑватӑ йӗр кайнӑ пек туйӑнать, анчах вӗсене пурне те ҫав икӗ лашах туса хӑварнӑ. Носков усӑллӑ ҫын пулнине ӑнланнипе пӗрлех, Яков Артамонов ҫак кукӑр ураллӑ лаптак питлӗ йӗкӗт хӑйне пӑшалпа пенӗшӗн ӑна тавӑрмасӑр юлма пултарайманнине ӗненсе тӑнӑ. — Пӗр пулнӑ япалана каялла тавӑраймӑн», — тенӗ ҫамрӑк ҫын та пӑтранса. — Апла пулсан, кам пулма ӳстересшӗн-ха ӑна? А мӗн евӗрлӗ-ха Гоголев? 1956 ҫулта Марс Ҫӗр патне ҫакӑн пек ҫывӑх ҫывхарнине асӑрханӑ, ку астрономсене питӗ интереслентернӗ. — Дик Сэнд ӑна, тен, ку таранччен те ӑнланаймасть пулӗ, — тавӑрчӗ Негоро, — темӗн, ӑнланӗ-ши хӑҫан та пулсан. Ун пекки вара пирӗн нимӗн те пулман. — Ултӑ сехетре Сталинграда кайма каҫхи самолет заказ парӑр. Пӗтӗмпех халтан кайса выртаттӑмӑр эпир, пит-куҫа ҫыпӑҫнӑ хӑйӑра та шӑлас килми пулчӗ, пит-куҫ вара хӑйех хӗвел ҫинче типрӗ, ҫыпӑҫнӑ пылчӑк татӑк-татӑкӑн хӑйпӑнса ӳкрӗ. Проксимӑна аван илтетпӗр. Кондрат Христофорыч Майданников юлташ ҫинчен япӑх калатӑр эсир, анчах эсӗ: вӑл партире пулма юрӑхлӑ мар, тӗсе каланине никам та ӗненмест кунта! — Суд? — Хӑвӑр ӑсӑрпа эсир темӗн те тума пултаратӑр, ытах ытла шӑхӑрассӑр килет пулсан, ав урама тухса шӑхӑрӑр. Тата темиҫе минут иртрӗ. Эленпа Мэри хӑйсен вырӑнӗ ҫинче фургонра выртаҫҫӗ, арҫынсем палаткӑра вырнаҫнӑ, пӗр Паганель анчах ниепле те лӑпланма пӗлмест. Унта хӗрарӑмсем мансӑр пуҫне те пур, ҫамрӑк арҫынсем тата пирӗн йӗрсене шырама тӑрӑшса хӑтланччӑр. Тата мустангсем тытма тухма шутланӑччӗ вӗт. Эпӗ эсир хӑнана чӗннишӗн питӗ хавас. Ачасем пурте кулса ячӗҫ. Унтан пӗр кана шӑп пулса сӑмахламасӑр ларчӗҫ. Уҫӑ сывлӑшра сӑмахласа ларакансем час-часах сӑмахласан-сӑмахласан чарӑнса пӗр кана чӗнмесӗр лараҫҫӗ. — Вӑл сассине хулӑнлатрӗ. — Каятӑп. Павка кӑтартнӑ енне сывлӑш ҫитнӗ таран чупса вӗҫтерчӗ. Шкула ҫывхарнӑҫемӗн Катя хӑйне йӗркеллӗрех тытрӗ. Овсяниковӑн ача-пӑча таврашӗ пулман. — Ну, ҫу-ук, ҫӗрле эпӗ эрешменлӗ ҫав вырӑнсене урӑх ҫӳреместӗп, — терӗ Гусев, люка пӑрса уҫрӗ те аппарат ӑшне йӑраланса кӗчӗ. Ҫав кӗмӗрккесем — парӑшсем иккенне вӑл пӗлнӗ, анчах ҫакна пӗлни ӑна лӑплантарман, чӗри ун сикчӗллӗн тапнӑ, куҫне темӗнле хӑрушӑ, тӗксӗм сӑн-сӑпатсем сӗмленсе курӑннӑ. Анчах Давыдов ҫакна сисрӗ-сисрех, пӗррехинче ӑна асӑрхаттарчӗ: — Пӑрах эсӗ вӑл ӗҫе, Андрей. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ: Джемма! Памфлетӑн политикӑллӑ пайӗ ҫав тери лайӑх. Унӑн чӗркуҫҫисем хушшинчен, хаҫатпа типтерлӗн чӗркесе тытнӑ пахчара ӗҫлемелли хатӗрсем — тяпкӑ, кӗреҫе тата сенӗк курӑнса пынӑ. Кама хывса ҫуралнӑ вӑл? Кӗленче шарсене мачча ҫумнех хӑпартса лартнӑ, унта ҫекӗлсем ҫинче, тӗтӗм тӗтри ӑшӗнче, кӑваккӑн йӑлтӑртатса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Унсӑрӑн ыттисем ман пирки: «Ҫынсене колхоза кӗме илӗртет, хӑйӗн Маринине уйрӑм тытать», тейӗҫ. Хамӑр пӳрт таврашӗнчен ниепле те сивӗтме ҫук вӑл ачана. Хӑв патӑнта ҫинӗ татӑкшӑн ан ӳпкеле эсӗ пире! — Кӑна мӗнле ӑнланмалла? — чарӑнсарах ыйтнӑ Фома. Эсир ӑна, Городцова, калӑр… вӑл ҫар ҫынни, эсир кунта иккӗмӗш эшелон, резерв вырӑнӗнче пулнине ӑнланӗ. Вилӗмрен хӑтаракан турӑ: «Ҫывӑх ҫынна хӑвна шелленӗ пекех шелле», тесе вӗрентнӗ. Ан та шухӑшла — никама та каламастӑп. Паллах, ҫак тӗпсӗр шӑтӑкра пире питех те канлӗ, анчах ку канлӗхре ҫапах та темӗскер чуна хӑратса тӑраканни пур. — Ну, нимех те мар, эпӗ извозчик тытса каятӑп. Ашшӗ тухса кайсан Марыся вырӑнӗнчен те хускалмарӗ. Анчах эпир вӗсене ухтарӑпӑр та усламҫӑсенчен туртса илӗпӗр. — Каларӗ тата! Анчах укҫа ӑҫтан тупмалла! — Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн Дантон, хӑрушӑ Дантон, ахӑлтатса кулса ячӗ. Ҫак кулла илтсен, Марат йӑл кулса илчӗ. Лӳчӗркеннӗ картӑна ещӗк ҫинче якаткаласа, юлашкинчен тин вӑл Лозневоя унӑн батальонӗ хӑш вырӑнта чарӑнса тӑрса, оборона йышӑнмаллине кӑтартрӗ. Лозневоя вӑл ҫапла ӑнлантарса пачӗ. Вӑл ахаль ҫавӑн пек килсе тухнӑ. — Эпир сирӗнпе ҫула май пулас? Анчах нимӗн чухлӗ те ҫавӑншӑн мар! Ҫав калаҫӑва астӑватӑр-и? Сержант тепӗр хут ыйтрӗ: — Нимӗнпе те мар-и? Куратӑр-и ав ҫав хӗҫе — вот сирӗн аннӗр! Учетчика чӗнтӗмӗр — вӑл ачи ҫамрӑк та хӑравҫӑскер, Дашкӑ патне ҫывӑха пыма шикленчӗ. Калӑр-ха тепӗр хут! — Ҫапла ӗнтӗ вӑл, — терӗ малалла Овсяников, ассӑн сывланӑ хыҫҫӑн, — эпӗ ҫӗр ҫинче пурӑнма пуҫланӑранпа нумай шыв юхса иртрӗ: урӑхла вӑхӑтсем пуҫланчӗҫ. Эпир, Марны Приёрӗ, Шербург ҫыран хӗрринчи ҫарӑн халӑх лартнӑ комиссарӗ, ак мӗн хушатпӑр: Маркиз пулнӑ де-Лантенака, Фонтене виконта хӑйне Бретани принцӗ тесе ят панӑскере, Францин ҫыранӗ хӗрне Транвиль патӗнче вӑрттӑн анса юлнӑскере, законсӑр ҫын тесе шутлатпӑр. Шӑллӗ ҫинчен, уйрӑмах лешӗ амӑшне итлемесӗр гусар пулса тӑни пирки каланӑ чухне, хӗр хӑраса ӳкенҫи турӗ, чӗнмесӗр ларакан йӑмӑкӗсем те хӑранҫи пулчӗҫ; кукамай вилни ҫинчен каланӑ чухне вӑл питне салхулантарчӗ, вара йӑмӑкӗсен те. — Машинӑсем патне кӗрсе кайман пулсан, тӳрех калатӑп, ӑҫта та пулсан мачта ҫинче тӑрать вӑл. Женя ҫаврӑнса пӑхмасӑрах аллипе сула-сула илчӗ, ку ӗнтӗ: «Чим-ха!.. Профессор вара:— Ну, чӑтах, чӑтах — хӑвӑн ӗҫӳ ку! Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑл хӑйӗн хулӑн салтак шинельне ҫав тери мӑнаҫланса тӑхӑнса ҫӳретчӗ те. Вӑл пуҫне усса шухӑшласа ларчӗ. Кӗтмен ҫӗртен Мускавран ӑнӑҫсӑр студент Жоржпа арӑмӗ персе ҫитеҫҫӗ: Жорж хӑйӗн хунӗ, присяжнӑй повереннӑй, патне вырнаҫнӑ та, унтан халӗ амӑшӗ патне укҫа шӑйӑрма килнӗ. Вӑл Су-ис-ксис-ик йӑхне кӗтӗр. Эпӗ антӑм та пӗр вӑхӑтлӑха кӑмӑл пӑсӑлнипе нимӗн тума аптӑраса ҫул ҫинче тӑтӑм. — Эх, Ивана шеллетӗп эпӗ, — терӗ вӑл. Мӗншӗн? — Камӑн нимӗнпе те мухтанмалли ҫук, вӑл паллах, мухтанмасть, — ҫавӑн пекех хуллен, анчах тата ҫине тӑрсарах калать юрӑҫӑ. Тен, кунта мӗнле те пулин тинӗс курӑкӗ ӳсет пулӗ? — «Вальдек» экипажӗ хӑвӑрпа ҫапӑннӑ карап ҫине куҫма ӗлкӗрнӗ тесе шутлатӑр-и эсир? Анчах ҫӗр иртнӗ, кун мӑраннӑн та йӗрӗнчӗклӗн йӑраланса шунӑ, каҫ килсе ҫитнӗ — ӑна каллех ҫав таса та ҫутӑ ҫурталла, канлӗ пӳлӗмсем, ҫак лӑпкӑ та хаваслӑ ҫынсем, пуринчен ытла хӗрарӑмӑн пылак шӑршӑллӑ илемӗ, ачашлӑхӗпе илӗртӗвӗ патнелле чӑтмалла мар вирлӗн сӗтӗрнӗ. Анчах Уҫӑп ҫавӑнтах хирӗҫ калать: — Тухатмӑш вӑл хут пӗлсе пуранмасть, хут пӗлни тухатмӑшшӑн кирлӗ мар… Малтанах Ромашов именчӗ, килме килӗшнӗшӗн, ҫирӗп тӑрайманшӑн хӑйне хӑй кӳренчӗ, ӑна йӗрӗнӗҫлӗччӗ, тӑкӑсчӗ, кунашкал аван мар туйӑм вӑл ӳсӗрсем хушшине лекнӗ кашни урӑ ҫыннах пулса иртет. Унӑн ыйтӑвӗнче темӗнле юнавлӑх пулнӑ. Пулать вӗт-ха чӗрчун, э? — терӗ вӑл. Тӗрӗс-и? — Апла пулсан, юрать. Ҫӑрттан тӑпах чарӑнчӗ, пӗр самант тутисене чаплаттарса тӑчӗ, унтан вара, вӑй пухса, чӗтрекен сассипе:— Манӑн… Манӑн санпа мӗн сӑлтава пула сывпуллашмалла-ха? — тесе ыйтрӗ. Ҫав кун шӑпах суйлавччӗ, эпӗ хам та сасӑлама каяс тенӗччӗ, ытларах ӗҫсе пӑрахни чӑрмантарчӗ, анчах пирӗн Америкӑра ҫав негра сасӑлама ирӗк паракан штат пур тенине илтрӗм те сасӑлама каймарӑм. Ҫав ҫырусенчен пӗрне Даша инке час-часах вулама юрататчӗ. Ҫавӑнпах та эпӗ ӑна пӑхмасӑр калама та вӗрентӗм. Куҫа курӑнман выльӑх-чӗрлӗх тӗрлӗ енчен хускалкалама пуҫларӗ. Эпӗ унпалан. Синопа часах ҫав тери тӗл перекен пулнӑ, вӑл яланах тӗл персе тивертнӗ. Йытти, чӗлхине пӗтӗрсе, пикенсех анасласа илчӗ, пӗтӗм пӗвӗпе чӗтренсе, ҫинҫе сасӑпа йынӑшса ячӗ. Ҫакна пурне те мана пӗлтерсе, хура куҫлӑ Кострома ҫиленсе каларӗ: — Ытла та час вилеҫҫӗ-ҫке арҫын ачасем! — терӗ. — Аркашӑн тусӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, питӗ ӑслӑ ҫын. — Халь йӑлтах ӑнлантӑн-и ӗнтӗ? Кунта громоотвод лартсан, калама ҫук вырӑнлӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫиҫӗм пампассенчи мӗнпур йывӑҫсенчен омбу йывӑҫҫине юратарах парать. Ҫапла, ара, ярасшӑн мар… Эсӗ мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ вӑл. «Юрӗ, юрӗ». Паян станицӑна каятпӑр, ҫырӑнатпӑр, паянах таврӑнатпӑр, ыран туй тӑватпӑр, акӑ мӗнле! Пӑшал персе сас туни кирек кама та кӑсӑклантарма пултарать пулин те, Дик Сэндӑн ирӗксӗрех сунара тухмалла. Иртмесен — кукамай мана йӳҫӗтнӗ лантӑш шывӗ парать е чейникпе хӑмла ҫырли вӗретет. Мӗн тума кирлӗ-ха кунта тухтӑр? Том хӑйӗн ҫӗҫҫине, «чӑн-чӑн Берлоу» текеннине, туртса кӑларчӗ. Вӑл тӑватӑ дюйм та алтма ӗлкӗреймерӗ, ҫӗҫҫи темӗнле йывӑҫ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ. — Эсӗ, — пӳлсе хучӗ ӑна Аркадий: — ху ҫине шанатӑн-и? Эпӗ иккӗ сиксех оранжерея ишӗлчӗкӗ ҫинчен анса, хытса тӑтӑм. Корчагин вӗсемпе Киева ҫитиччен кайма, май килнӗ чухне Жаркийпе Анна патӗнче пулма шутларӗ. Пӗр минута иртсен, Плутон апат-ҫимӗҫ ҫӗклесе пынӑ. Поднос ҫинче мононгахельски виски тултарнӑ пӗчӗк графин та курӑнса ларнӑ. Зеб ҫавӑнтах ҫиме тытӑннӑ. Пире курсан, Джим ҫав тери савӑнса кайрӗ, чутах йӗрсе ямарӗ, тӗрлӗ ачаш сӑмахсем калать пире, «кӑвакарчӑнӑмсем» тет. — Уншӑн, Демид Молчун сӑмах калатӑр! — Чӑнласах та-ҫке, ну, сывӑ пул! — терӗ вӑл, ҫийӗнчи каптӑрмисене ҫаклатнипе ҫаклатманнине тӗрӗслесе. — Эк-кей хӗвелӗ! — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл шӑппӑн. Негоро карап ҫинчен ҫыран хӗррине тухнӑ чух Динго ун ҫинелле пӑхса хаяррӑн вӗрчӗ, анчах ҫавӑнтах чарӑнчӗ. — Эсир поюхсем вӗлернӗ итальянец ҫинчен калатӑр-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Ав унта, куратӑр-и, кӗмӗл тӗслӗ хупӑллӑскер! Мӗншӗн?» — Ну-с, господасем… — пуҫларӗ вӑл вӑрманти таса сывлӑшра сӗтеклӗ хумсемпе чӗтӗревлӗн юхса саланакан янӑравлӑ хулан сассипе, стакана ҫӗҫӗпе шаккаса пурне те лӑплантарнӑ хыҫҫӑн. Ӗлкӗретӗп-ха». Кунта, сэр, ҫар форчӗ — вӑл ҫар уставне пӑхӑнса тӑрать, тата сирӗнпе калаҫакан ҫыннӑн аллине ҫав фортӑн командованине панӑ. Азамат чӗнмерӗ. Манӑн челнокпа шкуна хушши хӑвӑрттӑнах пӗчӗкленсе пырать. Вӑл ӗнтӗ яланхи пекех лӑпкӑччӗ; япаласене пӗр ҫӗре тирпейлӗн хучӗ те — вараланса пӗтнӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашса кайнӑ Аксиньйӑна: — Ларӑр кунта, вӑрласран сыхлӑр, эпӗ сӳнтерме каятӑп, — терӗ. Хӑй ҫамрӑк хӗрарӑм, анчах пит сиенлӗ теме пулать. Пурте лайӑхмарланса кайрӗҫ. Поселок хӑйӗн хуҫине шавлӑн, кӑмӑлласа кӗтсе илчӗ; ӳсӗртерех ҫынсем ӑшшӑн кулкаларӗҫ, хуҫана юрама тӑрӑшса, вӗсем йӑпӑлтатса шавлӑн кӑшкӑрашрӗҫ. Унӑн аран илтӗнекен, мӗскӗн сасси «Уҫсам кантӑка» тесшӗн. Анчах шырани кӑлӑхах. Вӑхӑчӗ тӳсет-ха пирӗн, — терӗ Разметнов, шӳтленине тата кулӑшла каланисене питех те итлеме юратаканскер. Унтан вӑл каллех ҫунана ларнӑ, кайран тата каллех анса ашса ҫӳренӗ те, юлашкинчен, хашкаса ҫуна патне пырса чарӑнса тӑнӑ. Пӑчкӑпа сӗрнӗ! — ку пире шалт тӗлӗнтерсе ячӗ. Хальхинче акӑ мӗн тӑвасшӑн вӑл: Джим патне кукӑль ӑшне вӗрен пусма чиксе ярасшӑн. Ирландец часах пӗлсе ҫитнӗ: ку чӑнах та лашасем пулнӑ иккен. Джемма Мартини ҫине васкавлӑн пӑхса илчӗ, вара Мартини, хулпуҫҫисене кӑшт ҫӗклентерсе, Джемма каласа пӗтереймен шухӑша хирӗҫ:— Мӗн кирлӗ тата сире, мадонна? — Ют ҫын патне килсе кӗчӗ те, хӑйне хӑй килти пек тыткалать! Вӗсем пӑрӑм пусмапа ҫӳлелле чупаҫҫӗ. Маччана ҫити канатпа, вӗренпе, сӳспе, чӳпӗкпе тултарнӑ лавккара ҫӑтӑртатса уҫӑлакан кӗленче алӑклӑ пӗр пӗчӗк пӳлӗм пулнӑ. Хӑшпӗр ӗҫсене Валя хатӗрлесе ҫитерчӗ; сӑмахран, вӑл ман доклад пирки Географически обществӑпа калаҫса татӑлчӗ. Хоуик! — кӑшкӑрса ячӗ Халл капитан, хӑй те аран ура ҫинче тытӑнса юлчӗ. Хирӗҫ пулни Луиза Пойндекстер Мигуэль Диаза хӑтарнӑ кун уншӑн хурлӑхлӑ кун, хӑйӗн пӗтӗм кун-ҫулӗнчи чи хурлӑхлӑ кун пулнӑ пулӗ. — Ваҫук! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, хӑйӗн кил-ҫурчӗ еннелле ҫаврӑнса. Ҫӑраҫҫи пек. Вӗсен ротнӑйӗ мар-и ку? — Ман лашана илсе килӗр-ха… Хуть мӗнле кайӑк пулнӑ пулсан та мистер Ольбинет пӗр хирӗҫсе тӑмасӑрах апат хатӗрлесе панӑ пулӗччӗ. — Яр! — Ӑна вӗлерсе пӑрахнӑ пулсассӑн? Унтан ҫавӑнтах: — вӑл халӗ сывалсах ҫитеймен-ха, — терӗ ывӑлӗ хутне кӗрсе. — Фома, тултар ун валли пӗр стакан. Ман ывӑл пек юланутпа ҫӳреме пӗлекене лаша ӳкерсе хӑварма пултарас ҫук! Ку тӗлте калаҫӑва амӑшӗ хутшӑнчӗ. — Дик, пирӗн ӗнтӗ, — терӗ Сильвер. — Вӑл манӑн хамӑн хуйхӑм. Алӑк урати урлӑ каҫнӑ чух, вӑл, ҫилӗллӗ питне каялла ҫавӑрнӑ та, ҫурма сасӑпа тепре кӑшкӑрнӑ: — У, ҫынна курайманскер!.. Артамонов унӑн чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫыхса лартнӑ шурӑ ури ҫине йӑпӑрт пӑхса илчӗ, унтан хӗр ҫывӑхнех пырса тӑрса, шала кайнӑ сасӑпа:— Анчах эсӗ мӗншӗн-ха тул ҫутӑличченех картишӗнче чупса ҫӳретӗн? Пӑшалӗсене авӑрлама тар ҫитмесен вӗсем кӗлӗ вуланӑ, унтан республиканецсен артиллери складне тар ещӗкӗсем ҫаратма кайнӑ. Вунулттӑмӗш Людовик Тюильри тӗрминчен тухса тарма шутланине пӗр служанка пӗлтернӗ. Телее, Колпиков господин тухса кайнӑ, мӑн пӳлӗмре пӗр лакей кӑна, вӑл сӗтел ҫине пуҫтарать. Хӗвелӗн ҫинҫе те тӳрӗ пайӑркисем, сарай тӑрринчи хушӑк витӗр сӑрхӑнса кӗрсе, Женьӑн пичӗпе кӗпине ҫутатрӗҫ. — Эсӗ ыйтуран пӑрӑнса калаҫма пуҫларӑн, Разметнов, — пӳлчӗ ӑна Давыдов. Ҫутӑлчӗ. Айлӑмра темӗн чухлӗ йывӑҫ ӳсет. Майор ҫӳлерех ӳснӗ йывӑҫсен ушкӑнне суйларӗ те, ҫавӑнта пӗр вӑхӑтлӑх лагерь туса хучӗ. — Хӑҫантанпа утрав ҫинче эсӗ, Джим? Калӑпӑр, санпа губернатор калаҫать, эсӗ нимӗн те чӗнместӗн… Хӑйӗн пысӑк питҫӑмартине сывлӑшпа тултарса, пӗтӗм вӑйран, пӗлӗтсене салатса яма пултарнӑ евӗр, тӳпенелле вӗрчӗ. Вара шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те ҫапла каларӗ: — Вӑт майне тупрӑм, пит шеп пулать, — терӗ. Ӑна, чӑннипе илсен, нимех те кирлӗ пулман пулин те, вӑл пурне те хапсӑнакан эгоист пулнӑ. — Ӗнтӗ эп ӑна тавӑратӑпах… — ӳпкевлӗн юрланӑ Васса, куҫӗсене хупса. Шурӑ костюмлисене. Мана курсанах вӑл сиксе тӑчӗ, ҫурӑмӗпе кантӑк еннелле ҫаврӑнчӗ. Питӗ те лайӑх япала! Ыран пӗлсе кил, — ун вырӑнне вӗсем монтёр ӗҫне пӗлекен ҫынна илмӗҫ-ши. Хӑвӑра хӗрхенӗр… Вайманӑн каялла чакма тиврӗ. Анчах ҫав тери сӑпай пулнипе чылайччен ҫакна йышӑнмасӑр тӑчӗ. Пуриншӗн те паллӑ, цитрус йывӑҫҫисем пирӗн ҫук. — Тен, ӑнланатӑп пулӗ! — терӗ Николай, пуҫӗпе сулса. Алӑк уҫӑлнӑ минутра маркиз, читлӗхе тытса хупнӑ тискер кайӑк пек, кӗтесрен кӗтессе уткаласа ҫӳретчӗ. Мӗнле хуйхӑрӗ-ши ун чухне мӑнаккӑшӗ? Сӑмахран, эпӗ ҫав ӗҫпе виҫӗ ҫул хушши ҫеҫ аппаланса хӑтланатӑп та… Вӑл чарӑнчӗ, унӑн мухтанчӑк пек пулас килмерӗ. — Манпа мӗн тӑвас тетӗн — ҫавна ту. Ока пӑрӗ ҫинче хула ҫыннисемпе таврари ялсенчи мужиксем хушшинче чышкӑлла ҫапӑҫусем пуҫланчӗҫ. Боцман пулнӑ ҫынпа Гленарван калаҫма тытӑнчӗ. — Ку ӗнтӗ ман ӗҫпе… — Нагульнов питне-куҫне пӗркелентерсе хучӗ те Давыдов ҫинелле ҫиллессӗн чӑр, пӑхса илчӗ. — Анчах халӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ ӗнтӗ, ӗмӗрлӗхех! — терӗ Ромашов, хӑйне хӑй манса. Унӑн ӳтне ҫаплах тупаймарӗҫ. Йытӑсене пӑхакан Ермил, темле, кичемленсе кайнӑ, курман вӑл така ҫакӑн пек ҫынна куҫран пӑхнине. Вӑл пирӗнпе вӑрҫма тытӑнчӗ, анчах ку та пулӑшмарӗ. Итле-ха, — терӗ вӑл сасартӑк, вуҫех урӑхла сасӑпа, — ҫитет пур-ҫука калаҫма. Чӗреренех кӳреннӗ Щукарь мучи ҫырса панӑ хута ним шарламасӑрах илчӗ те сывпуллашмасӑрах тухса утрӗ. Иманус вӑрттӑн ҫутатакан хунар илчӗ те тимӗр алӑкӗ ҫӑрапа уҫса кӗрсе, замокӑн виҫӗ хутӗнчи пӳлӗмсене пурне те тӗплӗн пӑхса тухрӗ. Вӗсем монастырӗн лӑпкӑ та сулхӑн садне тухрӗҫ. Пӗр кӑмӑлӗ унӑн вӑйлӑ тӑвӑлпа ҫил-тӑман кӗтекен паттӑр хыр пек, тепри вара — хӗвел ҫутипе сывлӑм курасшӑн ҫунакан шӑлан чечекӗ пек ачаш пулчӗ, анчах икӗ кӑмӑлӗ те пӗр ҫӗр ҫинчех ӳсет, хӗвелӗсем кӑна уйрӑмшар. — Батарейӑри аслӑ офицер, капитан, хӗрлӗрех ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫӳллех мар арҫын, ҫамки ҫинерехри ҫӳҫӗ, ун вирелле тӑрать, тӑнлавӗсем яп-яка, вӑл артиллери ӗҫӗнчи мӗн авалран пыракан йӑласене вӗренсе ӳснӗ офицер, дамӑсен кавалерӗ тата ученый та пулас. Вӑл Володьӑран артиллери тӗлӗшӗпе мӗн-мӗн пӗлнине, мӗнле-мӗнле ҫӗнӗ изобретенисем пуррине ыйта-ыйта пӗлнӗ, хушӑран вӑл Володьӑна ҫамрӑк пирки, чипер сӑн-сӑпатлӑ пулнӑшӑн йӑвашшӑн кӑна сӑмахпа тӗрткелесе илнӗ, пӗр сӑмахпа каласан, Володьӑпа вӑл хӑй ывӑлӗпе калаҫнӑ пекех калаҫнӑ. Ҫавӑнпа та Володя ӑна ҫав тери кӑмӑлланӑ. Ҫакӑн пек ҫӑмӑл та канлӗ ҫӳревсем сайра хутра кӑна пулаҫҫӗ. Кам терӗн-ха? Пӗр минут ҫав тери вӑраххӑн иртрӗ. Халӗ вӑл инвалид, хӑй юратнӑ ӗҫрен уйрӑлчӗ, пӗр вырӑна пӑталаса лартнӑ ҫын — килти чӑрмав, пурнӑҫра ытлашши япала пулса тӑчӗ. Тепӗр тесен, халь тин ӗнтӗ вӑл пурӗпӗр ни малалла, ни каялла кайма пултарайман. Ӑна мӗн пурри те тӑват-пилӗк ҫурта ҫеҫ ҫутатать, ку ҫуртасемпе докторсем аманнисене пӑхса ҫӳреҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫын вара ҫапла каларӗ: — Сире курсанах эпӗ ку Уилкс мистер пуль, кӑшт ҫеҫ кая юлчӗ-ҫке вӑл тесе шухӑшларӑм. Анчах Дик каллех унран йӗрӗннӗн ним те чӗнмерӗ. Ҫул ҫинче эпӗ капитанпа та, матроссемпе те калаҫмарӑм, чирлӗ тесе ялан хам каютӑра ларса пытӑм. Халь ӗнтӗ пурин те тата хытӑрах туртас килсе кайрӗ, Иван Умрихин каллех Юргин патнерех пырса ларчӗ те аптӑратма тытӑнчӗ: — Мӗнле ӗнтӗ, сержант юлташ, тупайратпӑр-ши, э? — терӗ вӑл. Хӗрарӑмӗ питне аллисемпе сӑтӑрса, хӑраса сиксе тӑчӗ. — Туршӑн та! Ҫак пур «ҫӗнӗлӗхсен» тӗп сӑлтавӗ Базарова Одинцова панӑ туйӑм пулнӑ, вӑл туйӑм ӑна асаплантарнӑ та уртарнӑ та, ӑнсӑртран ӑна кам та пулин, аякран кӑна пулин те, мӗн пулса пыни ҫинчен, пулма пултарни ҫинчен тӗртсе хунӑ пулсан та, вӑл ҫавӑнтах йӗрӗнӳллӗн ахӑлтатса, ҫаксене пурне те усаллӑн вӑрҫса пӑрахнӑ пулӗччӗ. Йӗпе-сапаллӑ каҫ кичемлӗхӗ кунта сахалтарах сисӗнет. Ача ҫуралнине пысӑк лагерьте паллӑ ӗҫ вырӑнне шутламан. — Мӗн тери лайӑхскер, аванскер вӑл, — итлемесӗр тепӗр хут каларӗ Константин, — ӑслӑ, пултаруллӑ хуҫайккӑ пӗтӗм кӗпӗрнипе те унашкаллине урӑх шыраса тупаймӑн. Рабочи туя хӗстерсе ҫӳрет тени вӑл — кулаксем калакан сӑмах! — Ну, туясӑр пулсан та: ӗҫлесе пӗтертӗн, тух та ут. Пӗри кӑна паллах пулман: пӗр куна пырӗ-и вӑл, эрнене-и е уйӑха-и. Эпӗ Риккардо ун патӗнче пулӗ тесе шухӑшларӑм. — Ӗҫ унра мар. — А мӗншӗн-ха вара? — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель. Вӑл, ахӑртнех, хӑй ҫав ӗҫкӗ-ҫикӗсене хутшӑннипе мухтанать пулас, леш паллакан купцапа пӗррехинче Кунавинӑра ӳсӗр чухне мӗн йышши мыскара туса хунине савӑнса та пӑшӑлтатса каларӗ (кун ҫинчен сасӑпа калама аван та мар), вара приказчик пӗтӗм вакуна янратса ахӑлтатса ячӗ, старик хӑй те икӗ сар шӑлне кӑтартса кулчӗ. Ӑна конвойсем хушшинчен сиксе тухма май килчӗ. Анчах та нимӗҫ ҫав вӑхӑтрах пулемёт гашетки ҫине пусма ӗлкӗрчӗ. Тепӗр тесен, ӑна пӗр эпӗ ҫеҫ мар юратса пӑрахнӑччӗ: вӗсем патне пырса ҫӳрекен пур арҫын та ун пирки ӑсран кайнӑччӗ — вӑл вара вӗсене пурне те хӑйӗн тыткӑнӗнче, ури айӗнче тытатчӗ. — Эсир мана ҫителӗклех хӗненӗ ӗнтӗ, — мӑкӑртатса илтӗм эпӗ хам пит лайӑх мар тунине ӑнланса илсе. Вӑл хӑй сахал калаҫать, анчах унӑн сӑмахӗсенче пурӑнӑҫа пӗлни палӑрать унӑн хӑш-пӗр асӑрхаттарӑвӗсем тӑрӑх, Аркадий ку ҫамрӑк хӗрарӑм нумай сисӗм-туйӑма курса пӑхма ӗлкӗрнӗ, тесе шутларӗ. Итле-ха, каяр-ха ресторацине, унта выляҫҫӗ вӗт… маншӑн халӗ вӑйлӑ туйӑмсем кирлӗ. — Манатӑп, — именнӗ пек пулчӗ Костя, — хӑнӑхнӑ вӗт-ха! — Именчӗк те мар-и вӑл? — каллех ыйтрӗ Елена. Каҫхи начар апат салхуллӑн иртрӗ. — Малалла ӑҫталла-ха? — Кил-йышри ҫинчен ҫеҫ юрать… Вӗсем пӗр-пӗринпе курман ик-виҫӗ уйӑх хушшинче майор палӑрмаллах пусӑрӑннӑ, ватӑлнӑ. Бекки аяккалла ҫаврӑнчӗ, сӑмсипе каҫӑртрӗ те ҫапла каларӗ:— Пф! — Ҫапла, — куларах калаҫрӗ Дик, — ватӑ моряксем каланӑ пек, лайӑх юнга карапа телей кӳрет, йӳнейлӗ ҫил парнелет. Вӑл музыкӑна та юратать, картла вылянӑ чухне вара шӑл витӗр пикенсех юрлать; «Лючирен», «Сомнамбулӑран» та хӑшпӗр вырӑнсене асра тытать, анчах та питӗ ҫӳле илет. Туфлисем чаштӑртатни илтӗнчӗ те, каллех Василий Иванович кӗчӗ. Ҫанталӑк вӗриленсе пырать. Пусмасене пурне те стенасем ӑшне касса кӗртнӗ. Вигвамсенче хӑранипе хӗрарӑмсем макӑрнӑ, ачасем кӑшкӑрнӑ, йытӑсем уласа вӗрнӗ. Кунта тавернӑран тухнӑ офицерсем ҫеҫ мар пуҫтарӑнса тӑнӑ. — Акӑ сире конкурентсем! Ӑна ӑнланса илме пулать-и вара? Ил-ха, акӑ, Тихона. Эсӗ каллех ӗненмӗн те, анчах чӑнласах калатӑп, хамӑр хирӗҫсе кайнӑ историе аса илсен хӑш чух тӗлӗнетӗп эпӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта доктор, уҫӑ сывлӑшпа сывласа илес тата тӗтӗмпе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене канӑҫ парас тесе, алӑк патне пырать, тата манпа ик-виҫ сӑмахпа калаҫса илет. Фургон ӑшӗнчен Паганель, Вильсон, Роберт тата Ольбинет тухрӗҫ, Элен хӑйӗн кроватне мӗскӗн Мюльредине пачӗ. Уҫҫӑн ҫутатса пӑхакан тӳпери хӗвел ӑна ӑшӑтать. Ҫав хушӑра Владимир, утса ҫӳренипе тата ывӑннипе ӑш вӑрканине пусарас тесе, вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ. Лось тӳрӗ ҫак йӗрсен «эрешмен картине» ҫӑткӑннӑн сӑнать; акӑ вӗсем — Марсӑн астрономсене ӑсран кӑларакан, вӗҫӗмсӗр улшӑнса тӑракан, геометри тӗлӗшӗнчен тӗрӗс, ӑнланма ҫук каналӗсем. — Пурте ун пек сунара ҫӳреҫҫӗ-и, ҫӳремеҫҫӗ-и, анчах вӑл ухмахла йӑла, ӳркенекен ухмахсен йӑли. — Гошена тетӗн-и, ывӑлӑм? — Эсӗ мӗн, суккӑр-и е кунта ӗнер ҫеҫ килнӗ-и? — тесе кӑшкӑрса пӑрахнӑ вӑл Костька ҫине, ҫапла тыткаланипе пӑра пӑсӑласса пӗлсе. Чечексемпе уйӑх ҫинчен тата чунсен тӑванлӑхӗ ҫинчен ытаршӑн калаҫнисем ӑна яланах вӑтантарнӑ. Пӗрремӗш ҫӑлтӑрсем ҫӳлти туратсен вӗҫӗнче чӗтренсе тӑракан ялтӑр чечексем пек курӑнса кайрӗҫ. Корчагин кулса илчӗ: — Ҫирӗм ҫултан пирӗн пӗр йӑран та юлмасть, мишавай юлташ. Сӗтел ҫине хут, хур тӗкӗнчен тунӑ перосем, суд законӗсен пит пысӑк кӗнекине кӑларса хунӑ. Манӑн кунта мӗн пулса иртнине ҫав тери пӗлес килчӗ. Ҫамрӑклӑх каллех хӑйӗн симлӗ тӑвӑлӗсемпе таврӑнасшӑн мар-и ман патӑма, е вӑл, асӑнмалӑх, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхса, юлашки парне хӑварни ҫеҫ-и? Халь вӑл таврари ҫутҫанталӑк шӑв-шавне тата тимлӗреххӗн тӑнлама пуҫларӗ, хӑйӗн тӗтреллӗ туйӑмӗсене паллӑ кӗвӗсемпе ҫыхӑнтарса, хутран-ситрен ирӗклӗ импровизацисемпе пӗтӗҫтерет, кунта вара, хӑлхашӑн ҫывӑх халӑх кӗвви ӑҫта вӗҫленсе ӑҫта хӑйӗн творчестви пуҫланнине уйӑрса илме те ҫук. — Ӗҫ чӑнах та сирӗн ывӑлӑр пирки пырсан… — Ҫавӑн пекрех! — терӗ палламан ҫын. Ун чухне Дубава хӑйӗн «рабочи оппозицийӗпе» пирӗн енне куҫнӑччӗ. Анчах Давыдов ун сӑмахне пӳлчӗ: — Вӑл пӗртте ухмах мар, колхоз пурнӑҫӗн куҫкӗрет тӑшманӗ! Эпир ыттисене никама та ун пек ӑсатман. Пур енчен те кӑшкӑрни тата алӑсем ҫупни илтӗннӗ. Вун пӗр сехетре Гейкӑпа Коля Колокольчиков хайхи ультиматум ответне илме кайрӗҫ. Килти урӑх ҫынсем умӗнче тесен? Картишӗнче кил хуҫи кӗрӳшӗ хуралта тӑрать, анчах апла пулин те Половцев ҫурма сасӑпа калаҫма пуҫларӗ. — Мартини пӗр минут хушши пӗр сӑмах чӗнмесӗр терраса тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, унтан сасартӑк чарӑнса тӑчӗ. Ура пакӑлчакӗ унӑн ҫаплах сурать-ха, анчах вӑл икӗ ури ҫинче те ҫирӗпех тӑма пултарать, ҫавӑнпа та старик ҫапла шутларӗ: «Эпӗ вӗсене шыв турттаракан мар, колхоз правлени кучӑрӗ килнине кӑтартӑп-ха. Сасартӑк пирӗн хыҫра ҫырмара сасӑ илтӗнсе кайрӗ: такам ҫӑлкуҫӗ патнелле анать. Ҫанталӑка каҫ тӗттӗмӗ тин ҫеҫ хупӑрласа илнӗ-ха, анчах ир выртса ҫывӑрма вӗреннӗ Бульба лӑпланнӑ ӗнтӗ. Пӗртен пӗр Мӑнастир ҫырмине анасси кӑна, унта пытанма та май пур, ҫавӑнтан Бяла Черквана кӗме пулать. Анчах никам та, пуринчен малтан унӑн учительници, ҫак ташлама вӗренни, тӗрлӗ тӗслӗн тӑпӑртатни Алексей урисене мӗнле ыраттарнине, ӑна асаплантарнине сисме пултарайман. Ҫапах ӑна ку ӗҫ часах йӑлӑхтарӗ-ха тесе шутларӑм. Кичемлӗх, сивӗ те усал кичемлӗх пур ҫӗртен те сывласа тӑрать: лапра юрпа витӗннӗ ҫӗр ҫинчен, крышӑсем ҫинчи кӑвакрах тӗслӗ юр кӗрчӗсенчен, ҫуртсен аш тӗслӗ кирпӗчӗсенчен, кичемлӗх трупасенчен кӑвак тӗтӗм пек тухса, кӑвакрах тӗслӗ, лутра, пушӑ пӗлӗтелле шӑвать; лашасенчен кичемлӗх йӑсӑрланса тӑрать, кичемлӗхпе сывлаҫҫӗ ҫынӗсем. Вара атте ҫав самантрах пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ: — Ӑҫтан илнӗ эсир ӑна? Лавҫӑ-осетин, ҫӗрлеччен Койшаур тӑвӗ ҫине улӑхма ӗлкӗрес тесе, лашасене ырми-канми хисте-хисте, сасси ҫитнӗ таран юрласа пырать. Дик хӑй ҫав тери тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнипе апла шухӑшлама пултараймарӗ. Тарҫӑ урайӗнче ҫывӑратчӗ, ман ун урлӑ каҫма тиврӗ. Вӑл вӑранчӗ — мана курчӗ те ҫапла пӗлтерчӗ: аннеҫӗм каллех тарӑхнӑ, каллех мана чӗнме ярасшӑн пулнӑ та, анчах ӑна атте чарнӑ иккен. Эпир пӗрне-пӗри сывлӑх сунтӑмӑр та, эпӗ пӳлӗмпе паллашма тытӑнтӑм. Мана самантрах пӳлӗмӗн пысӑк пайне йышӑнса тӑракан рама тӗлӗнтерчӗ. Ҫакна асӑрхаса, профессор мана хӑйсем тӗллӗн ӗҫлекен приборсем тӑвассишӗн тӑрӑшни ҫинчен каласа пачӗ, ҫав приборсем вара хӑйсем тӗллӗнех пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑман наукӑсене уҫма пултараҫҫӗ. Унӑн шухӑшӗпе ҫакӑ мана малтанах тӗлӗнтерме те пултарать. Пурте ун патнелле ыткӑнчӗҫ. — Ме тыт! Старик салтаксем ҫине пӑхса илчӗ те:— Приказа пурнӑҫа кӗртӗр! — тесе хушрӗ. Ман ҫынна каламаллисем пур, эпӗ ухмах мар… — Ваҫили Андрейч, эпӗ пыма хавас, — тенӗ Миките. — Кӑна кам юрланине пӗлетӗн-и? — терӗ старик, вӑранса. — Ҫухални — ҫухалнӑ, ун ҫинчен, апла пулсан, калаҫмалли те ҫук… Вӗсем Ватаракша кӗперӗ тӑрӑх утса пынӑ чух кӗпер ҫинче ыйткалакан евӗрлӗ ҫын карлӑкран тытса тӑнине курчӗҫ, хӑй вӑл хӗрлӗрех кивӗ халат тӑхӑннӑ. Эпир пин те тӑхӑр ҫӗр вӑтӑрмӗш ҫулта хамӑр истори паракан майсемпе усӑ курмасан, вара патшалӑхпа сывпуллашӑр, террорла вак ӗҫсем тума тытӑнӑр… — Лена, калаҫар-ха иксӗмӗр, — терӗ вӑл. — Мӗн шутлатӑр эсир хамӑрӑн пурнӑҫ ҫинчен? Лена ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Хайнс манӑн алла вӗҫертмест, ыраттармаллах турткалать; ҫут тӗнчере эпӗ те пурри ҫинчен хӑй мансах кайрӗ пулас, ытлашши хӗрӳленсе кайнипе пашкаса сывлать вӑл. Анчах ҫак хӑрушӑ катастрофа миҫе ҫыннӑн пуҫне ҫинине шута илекенсем никам та ҫук. — Ҫук, курман. Мана инҫетри вӑрман пек курӑннӑ япала ҫаврака тӗксӗм сӑрт пулса тӑчӗ. Эпӗ чӑн-чӑн дворянин хушшинчен тухнине Виҫӗ Святитель чиркӗвӗнче ҫырӑннӑ метрик кӗнекинче эпӗ ҫуралнӑ куна та, ҫавӑн пекех, тӗне кӗни ҫинчен те тӗплӗн ҫырса хунӑ. «Вилме кирлех пулсан, мана пӗтерме кирлӗ пулсан, петӗр мана, турӑҫӑм, — шухӑшлама тытӑнчӗ вӑл, — хӑвӑртрах пӗтер; анчах та манра ҫук харсӑрлӑх, ҫирӗплӗх кирлӗ пулсан, пар мана вӗсене, хӑтарсам-и ӗнтӗ намӑсран, чӑтса ирттерме пултараймастӑп эпӗ ӑна, анчах вӗрент мана, мӗн тумалла ман эсӗ хушнине пурнӑҫа кӗртес пулсан». Тӑсланкӑ Джон, ушкӑнран ушкӑна ҫӳресе хӑй пример кӑтартса, йӗркене тытса тӑрас тесе мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшрӗ. Пӗлетӗн-и, Серьга? — Ҫӑмӑлли ҫӑмӑл пулӗ те, анчах ҫапах ывӑнтаракан ҫул ҫав. Мана ӗҫе илчӗҫ, эпӗ унта хамӑн чӑн ятӑмпа пурӑнтӑм. Манӑн мӗнпур шухӑшӑм та пӗр-пӗр суднона хам алла ҫавӑрса илесси ҫинче кӑна пулнӑ. (Мӗншӗн сӳнтеретӗр эсир, мӗншӗн сӳнтеретӗр?) — кӑшкӑрса ячӗ Антон Пафнутьич, француз сӑмахӗсене вырӑслисемпе хутӑштарса, — эпӗ тӗттӗмре дормир (Ҫывӑрма) пултараймастӑп. — Мӗнле пулчӗ-ха вӑл тата? Сана вӗлернӗшӗн эпӗ питӗ кулянтӑм, Гек… Ну, халӗ ӗнтӗ, паллах, кулянмастӑп. Эпӗ ун хыҫҫӑн пӳлӗме кӗрес терӗм, анчах, хама хам ҫирӗп тыткалама пултараяс ҫуккине, халран кайнине туйса, киле таврӑнтӑм. Ванюш, леҫсе яр кӑваккине ун патне. Вӗсене тӑваттӑшне те пӗр тӑвӑр сарайне тӗксе кӗртрӗҫ те ҫавӑнтах алӑкне тултан ҫӑраҫҫипе питӗрсе илчӗҫ. Анчах халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех темӗскерле химиксем те материалистсем кайрӗҫ… — «Мӗн ҫырмалли пур! Ҫапах та вӑл хӗрарӑм ҫине пурпӗр пӑхрӗ, мӗншӗн тесен хӗрарӑм ҫарамас пулни ӑна парӑнтарнӑ, вӑл унран хӑпма пултараймарӗ. Сӗтелли ҫинче апат-ҫимӗҫе, япалана нимӗҫле экономнӑ, тирпейлӗ тыткаласси пуҫ пулса тӑрать иккен, ҫавӑнпа та, пӗр енчен, хӑшпӗр чухне ытлашши хӑна сӗтел хушшине ларасран шикленнипе те пулас, мана гарнизона васкаса ӑсатать ӗнтӗ ку, — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Акӑлчансен сутӑнчӑкла карапӗ французсемшӗн яланах тӑшман пулнӑ. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ пӗрремӗш понтон урлӑ каҫса, лав килессе кӗтнӗ май, иккӗмӗшӗ ҫине ҫитсе чарӑнчӗҫ, ку понтонне ӗнтӗ вырӑнӗ-вырӑнӗпе шыв илме пуҫланӑ. Ҫурт тӑрринче вутлӑ етресем — ҫавра ҫиҫӗм — перекен машинӑсем лараҫҫӗ. Пӑлхавҫӑсен флочӗн пӗр пайне вӗсем тӳперен пере-пере пӗтерчӗҫ. — Ну, мӗн юратӑвӗ унта? Халиччен ыйӑх вӗҫсе кайни пулманччӗ-ха манӑн. — Марковна, пӑхма пуҫла-ха эппин маншӑн та, — терӗ Лукерья. Унӑн куҫӗсем, ҫемҫен йӑлтӑртатса, пушшех хӗсӗнсе ларчӗҫ. Хохол, вӑрӑм та типшӗмскер, урисем ҫинче сулкаланса, аллисене кесйине чиксе, пӳлӗм варринче Николай ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса тӑчӗ. Питӗ туйӑмлӑ ӑслӑ машинӑсем, кӗске хумлӑ радио сигналӗ парса, ҫул ҫинче мӗн-мӗн тӗл пулни ҫинчен пӗр вӗҫӗмсӗр пӗлтерсе пынӑ. Унӑн ачасем пур… ну, хуҫалӑхӗ, хӑйӗн ӗҫӗ! Эпӗ часах тумлантӑм, сыхланса пӗр утиялӗпе пӗркентӗм те гротран тухрӑм. Ӑҫта вӑл, резервӗ? Ҫӗрпе Венера хӑйсен пысӑкӑшпе мӗнпе килӗштерсе тӑраҫҫӗ, Уранпа Нептун та ҫавӑн майлах килӗштерсе тӑраҫҫӗ. Мӗнле намӑссӑр ӗҫ турӑн эсӗ? — Ну — тавтапуҫ! Лекрӗн хытӑ чӗреллӗскер. Аялта иккӗн алӑ пуснӑ. Артур майӗпен, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке вуласа пычӗ, унтан ҫыру вӗҫне ҫитсен, амӑшӗ чӗтрекен аллипе хӑйӗн ятне ҫырнӑ хыҫҫӑн Артур лайӑх пӗлекен: «Лоренцо Монтанелли» тесе ҫирӗппӗн алӑ пуснӑ ята курчӗ. Атте мана ҫав вырӑна илсе каясса кӗтсе лармӑп-ха эпӗ тесе тавҫӑрса илтӗм. Кирила Петрович хӑйӗн ҫав пӗчӗк Сашине вӗрентме Мускавран француз-учителӗ чӗнсе илнӗ. Вӑл ӗнтӗ ҫак эпир ҫыракан ӗҫсем вӑхӑтӗнче Покровскине килсе ҫитнӗ. О, ӑна Джемма курас пулсан! Манӑн чӗре ыратать, лешӗ пур ҫаплах ашкӑнать. — Халех, Лукашка, халех, — терӗ карчӑк. Шӑп та шай ҫавӑ пулать! Ӑна персе вӗлернӗ. Юлашкинчен, турӑ пӗлет ӑҫтан тухрӗ вӑл, анчах чӳречерен мар, мӗншӗн тесен вӑл уҫӑлман, ҫавӑнпа вӑл колоннӑ хыҫӗнчи алӑкран тухнӑ пулмалла, — тинех, тетӗп эпӗ, такам балкон ҫинчен аннине куратпӑр эпир… «Илемлӗ урасем», — шухӑшларӗ вӑл хӗвелпе хӗрнӗ террасӑн чул пусмисем тӑрӑх ерипен те ҫӑмӑллӑн хӑпарса: — «илемлӗ урасем, тетӗр эсир… Иленька Грап — ют ҫӗршывран килнӗ чухӑн ҫын ачи, унӑн ашшӗ тахҫан ман асатте патӗнче пурӑннӑ, унран темле ырлӑх курнӑ та халь ывӑлне пирӗн пата час-часах ярассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шутлать. Унта ман ӗҫ ҫук вара. Макарихӑн урапинчен иртсе хӗрарӑмсем ялалла кайрӗҫ. Ҫавӑн чухне хайхи, хӑйсен шыври ҫулне ҫухатнӑ карапсем, тинӗссем тӑрӑх аташса ҫӳреме тытӑнӗҫ. — Ӑҫта кайрӑн? Юлашки вӑхӑтра хӗрарӑмсем хӑйсенчен хӑйсем сӳс, пуринчен ытларах пуса сӳсне вӑрласа ҫапла майпа сутма усӑллӑраххине ӑнланса илчӗҫ, — ку ӗнтӗ «ӑмӑрткайӑксен» промышленноҫӗнчи ҫӗнӗрен шутласа кӑларнӑ тата питӗ сарӑлнӑ меслечӗ пулса тӑрать! Шӑрчӑксем те хытӑран та хытӑрах чӗриклетме пикенеҫҫӗ. — Кунта эпӗ, акӑ. Ҫак калаҫӑва вӑл ҫеҫ хутшӑнмарӗ. Унӑн илемлӗ, анчах ӗшенчӗк пичӗ кӑмӑлсӑрланнине палӑртрӗ. Ҫынсенчен мӗнле намӑса пӗлес мар, э? — Эпӗ килте ӗҫленине пӗлме пултараймастӑр эсир, — хирӗҫлерӗм ӑна мӑнкӑмӑллӑраххӑн, ҫапах та кӑшт именерех. — Амантрӗҫ-им сире? — тенӗ ӑна Наполеон. Юлашкинчен тахӑшӗ ҫапла каларӗ: — Унӑн хӗрне кайса чӗнӗр. Хӑвӑртрах илсе килӗр ӑна кунта! Хӑш-пӗр чух хӗрне итлет вӑл. — Хӑваласа кӑларчӗ? Манӑн, терӗ, Василий Николайчпа пӗр ӗҫ ҫинчен калаҫмалли пур, терӗ, мӗнле ӗҫ ҫинчен калаҫмаллине — каламарӗ, Василий Николаич хӑй пӗлет, терӗ. — Ҫапла, вӗсем тӗрӗс калаҫҫӗ, — терӗ вӑл, юлашкинчен. — Лизавета Григорьевна Муромскаяна, — тесе ответленӗ Иван Петрович, — хӗр питӗ лайӑх, ҫапла-и? Акӑ кӗпе вӗҫҫӗнех хресчен ачи-пӑчисем тӑра-тӑра юлаҫҫӗ; вӗсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ та аллисене саркаласа пӗр вырӑнта хускалми тӑраҫҫӗ е, тусан ҫинче ҫарран вӗттӗн-вӗттӗн пускаласа, Филипп хӑтӑрса юнанине пӑхмасӑр, экипажсем хыҫҫӑн чупаҫҫӗ, хыҫала ҫыхса янӑ чемодансем ҫине хӑпарса ларма хӑтланаҫҫӗ. Анчах Гарриспа Негоро, уйрӑмах Негоро, халь пӗтӗмпех хӑйсен аллине кӗрсе ӳкнӗ ҫамрӑк морякпа тӗл пулассине кая хӑварман пулӗччӗҫ. Ҫук, хӑйсен ҫӗнтерӗвӗпе савӑнса чыхӑнма, Дикран мӑшкӑллама, асаплантарма, юлашкинчен, ӑна тавӑрма вӗсем тӳрех килнӗ пулӗччӗҫ. Кӑшт тӑрсан, каллех юрӑ янӑрарӗ, анчах аяккарах, паҫӑрхи сасӑсем ҫумне халӗ Ерошкӑн хулӑн сасси хутшӑнчӗ. Ун енне кайрӗ пулсан, эсӗ ху уншӑн килмен-и-мӗн кунта? Вӑл мана хӑй илемлӗ литературӑна витӗр пӗлни те тӗлӗнтерсе пӑрахнӑччӗ. Ҫав калаҫӑва хут ҫине ҫырни нимӗн усси те пӳлмӗ, ӑна тепӗр хут каласа пама та май ҫук, ас туса юлмашкӑн та май ҫук: итальянски оперӑри пек, сасӑсен пӗлтерӗшӗ сӑмахсен пӗлтерӗшне ӑнлантарса та хушса пырать. Вӑл усӑнчӗ те вырӑн ӑшнелле йӑпшӑнса выртрӗ. Кушак аҫи ҫӗкленнӗ те, кахаллӑн карӑнса илсе, кӑмӑлсӑр, ыйтнӑран тенӗ пек, сысна патне пырса тӑнӑ. Вунӑ сехет тӗлӗнче ҫырана ҫитме тата тепӗр виҫӗ кабельтов юлнӑ. Унтан вӑл каретӑ кӳлме хушнине илтрӗм… — Ӗнер кӳршӗсенне икӗ улмуҫҫине силлесе кайнӑ, груша йывӑҫҫине хуҫса пӗтернӗ. Ерошкӑна пӗчченҫи ӗҫме кичем пулчӗ, унӑн калаҫасси килчӗ. Саламлатӑп! — Пичче, эс мӗн, ҫав хӗрачана хӑвалатӑн? — ҫилленсе ыйтрӗ Стайка, сюртук аркинчен вӗҫертмесӗр. Таҫта васкамалла пулнӑ! Шульгович ывӑҫ тупанӗсене ҫӑварӗ патне труба евӗр туса тытрӗ те карчӑка хӑлхинченех кӑшкӑрчӗ: — Ромашов подпоручик, аннеҫӗм. ССР Союзӗнче пӗр парти — хӑюллӑн тата вӗҫне ҫитиех рабочисемпе хресченсен интересӗсене хӳтӗлекен Коммунистсен парти анчах пурӑнма пултарать. Тӗрӗссипе каласан, ку япала манран пуҫне пуриншӗн те кулӑшла пулчӗ. Эпӗ унӑн святойла пурнӑҫӗ ҫинчен илткеленӗ, ҫавӑнпа та малтанах хӑйӗн хӳшшипе кӗллисемсӗр пуҫне ҫут тӗнчере ниме те йышӑнман, яланах типӗ тытса тата ыйхӑсӑр пурӑннипе ырханланса, ывӑнса ҫитнӗ манаха куратӑп пулӗ тесе шутларӑм. Вуникӗ сехет тӗлне вӗсем Содена, чи лайӑх трактире таврӑнчӗҫ. Манӑн арӑм хӑй ӗмӗртесшӗн пулчӗ, малалли пилӗк ачана та вӑл хӑй ӗмӗртрӗ, пӗрремӗш ача хыҫҫӑнах унӑн сывлӑхӗ пӑсӑлчӗ. — «Эсӗ пӗрремӗш хут ҫеҫ мар ҫапла тӑватӑн вӗт!» е урӑх мӗн те пулин ҫавӑн майлӑ кӑшкӑрать вӑл. — Эпӗ Павка Корчагин. «Нивушлӗ унта чӗрӗ ҫынсем те пур?» — шутларӗ Уэлдон миссис. Эпӗ юратнӑ ҫынна тӗл пулас тесе сада тухрӑм, вӑл сирӗн умра кунта преступник пек тӑрать пулсан та, эпӗ ӑна ку таранчченех юрататӑп. Кирлӗ ӗҫпе пулсан — тархасшӑн, утах хӑв пӗлнӗ пек, мӗншӗн те пулин йӑлӑнтарса каять пулсан вара — ҫамрӑккине те, илемлӗ сӑн-питне те пӑхмасӑр, бригадӑн пирвайхи пухӑвӗнчех хӗртес пулать. Унӑн пуҫӗ тӗреклӗ те чӑмӑр, ҫамки ҫӳллӗ, сӑмси вӑрӑм, ҫӑварӗ сарлака, янахӗ чылаях малалла тухса тӑрать. Эпӗ куҫа уҫрӑм. Эпӗ Эпӗ университета кӗрес вӑхӑт ҫитесси темиҫе уйӑх кӑна юлчӗ ӗнтӗ. — Хӗрхенет-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Кораблев. Вӑкӑрӑнни евӗр куҫӗсем ун сарӑлса кайрӗҫ, питне юн тапса тулчӗ, чӗтӗрекен тута хӗррисене ҫӑра сурчӑк тухса ларчӗ. Корчагин юлашки пулчӗ. Атӑл леш енчи тӳрем ҫӗрсене каса-каса пӗчӗк татӑксем туса панӑ, ҫав татӑксем ҫынсене пурӑнма кансӗрленине курнӑ. Ҫакӑнта вара унӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗрсе, пӗтӗм чӗрине тӳсме ҫук ҫӳҫентерсе янӑ. — Сире ку вӑхӑтра вӑрманта пулма сиенлӗ. Хура ҫӳҫӗ ытла ир картлана пуҫланӑ сарлака ҫамки ҫине хитрен авкалана-авкалана усӑнса аннӑ. Хамӑн япаласене пуҫтармашкӑн тата хамӑн прерири пурӑнӑҫа юлашки хут «сыв пул!» тесе каламашкӑн ҫеҫ. Гейнепе Тургенев ҫавӑн валли хаклӑ япаласем ӑраснах нумай паратчӗҫ. Курсассӑнах туртса илет, сана хӑвна хӑлха чиккинчен парса хӑварать… — Эпӗ кунти паркра килти пекех: лайӑх вырӑнсемпе илсе кайӑп сире. Княгиня эпӗ каланине чӳрече янахне мӑнтӑр, хӗрлӗ пӳрнисене шаккаса итлерӗ, эпӗ каласа пӗтерсен, тепӗр хут ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Малтанах вӑл отставкӑна тухнӑ хӗрӗх ҫулхи Дравин корнет патне кӗрсе тухнӑ, лешӗ хавас тусах килӗшнӗ. Сковородников вӗсене хирӗҫ сӑмах каларӗ. Каймастӑп эпӗ унта, Том. — Ӑҫтан пӗлес-ха манӑн, — мӑкӑртатрӗ вӑл, адъютант еннелле пӑхса, — унӑн преосвященстви тата темскерпе кӑмӑлсӑр пулӗ. Лакейӗ те мӗнле мӑн кӑмӑллӑ! — ку сӑмахсене вӑл йӗрӗнсе кулнӑ пек каларӗ. Тепӗр кун ирхине эпӗ Марья Ивановна патне кайрӑм. Хам мӗн тума шухӑшланисене ӑна каласа патӑм. Ман шухӑшӑмсене вӑл ырларӗ те эпӗ каланипе часах килӗшрӗ. Сӑххисенчен тыт ӑна, сӑххисенчен тыт! Вӗлерни ҫинчен калакан тӗксем, хӑрушӑ шухӑшсем унӑн сирӗлсе кайрӗҫ, «Весовщиков вӗлермен пулсан, ку ӗҫе Павел юлташӗсенчен урӑх никам та тума пултарайман», — тесе шухӑшларӗ вӑл. Илсе ҫитеретпӗр, халь инҫе мар ӗнтӗ. — Ҫак вырӑнсенче пӗр ҫулхине Мэррел шайкки ӗҫлесе ҫӳренӗ, теҫҫӗ, — терӗ ачасем палламан ҫын. Эпӗ хӑш ялне ыйтса пӗлчӗ те ҫак хута тыттарчӗ, унтан тата сана сӑмахпа калама хушрӗ: каялла таврӑннӑ чух кӑнтӑрлахи апат ҫиме кӗрсе тухатӑп, терӗ». Епле манӑн куҫӑмсем тӗтреллӗ инҫете шӑтарасла пӑхаҫҫӗ! Прерисенче ҫӳрекен тискер лашасен тем пысӑкӑш кӗтӗвӗсенче те ҫавӑн пек тӗс сайра ҫеҫ пулнӑ. — Эппин эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: вӗлерекен ҫынӗ Морис-мустангер мар, тетӗп. Ҫырана тухсан тӗмсем витӗрех сӑрт ҫине хашкаса хӑпартӑм, хамӑрӑн ҫӗр хӑвӑлне кӗрсе тӑтӑм. Ҫак килтен кайма лекнӗшӗн хурланнӑ пек тӑваҫҫӗ хӑйсем. Ҫак ӗмӗтсене сасартӑк Лена сасси татрӗ; Унӑн хулӑм сасси кӑнтӑрласенче малтанхи пекех кӗрлерӗ, хаҫатсенчи ҫӗнӗ хыпарсене те малтанхи пекех, каҫса кайсах вуларӗ, нимӗҫ чӗлхине те ҫаплах вӗренчӗ. Анчах ун валли кӗнекесене Степан Иванович ятарласа пралукран тунӑ пюпитр ҫине хумалла пулчӗ, Комиссар вуланӑ май ватӑ салтак ун патӗнче ларса страницӑсене уҫса пачӗ. Эпӗ киле таврӑннӑшӑн Салли аппа калама ҫук хытӑ савӑнчӗ — кулать те вӑл, макӑрать те, ыталать, ҫупӑрлать мана, ҫапкаласа та илет, анчах пӗртте ыраттармалла ҫапмасть; Сид таврӑнсан, ӑна та пӗҫерккӗ паратӑп-ха тет. — Америка урлӑ каҫрӑмӑр вӗт-ха, ну, Австралине те ҫавӑн пекех вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе каҫса каятпӑр. Уйӑх тӗкӗр пек яка ҫийлӗ пулнӑ пулсан, Хӗвел ҫути пит вӑйлӑ ӳкнипе ун ҫине пӑхма та май пулман пулӗччӗ. Ҫуркунне Эпӗ университета кӗнӗ ҫулхине сӑвап эрни темле кая юлса апрель уйӑхӗнче килчӗ, ҫавӑнпа экзаменсем Фома эрнинче пулмалла. Тепӗр ирхине, вырсарникунхи шкулта урок пӗтсен, чиркӳре яланхи пекех чан ҫапасси вырӑнне салхуллӑн чан ҫаннӑ сасӑ илтӗне пуҫларӗ. Ҫапла, ҫапла, паллах — хурт-кӑпшанкӑ! Комиссара кӗтсе, вӗсем стена ҫумне тӑчӗҫ. Умра пысӑк та пӗр палламан хула шавлать. Вӗсем кун пеккине нихҫан та курман-ха. Ай-яй-яй! Йӑлтах иртсе кайрӗ-и? Ҫук, питӗ аван мар хӑтланнӑ Ной, — тесе пӗтерчӗ Паганель, — ҫавӑнпа та ӑна ученӑйсем ӗмӗрсен вӗҫне тухичченех ылханӗҫ! Пӑван куҫӗсене сасартӑк ун ҫине ҫӗклесе пӑхрӗ те ассӑн сывласа илчӗ. Лушка пӑртак чарӑнса тӑчӗ, унтан сасартӑк кӗтмен ачашлӑхпа, хумханнипе чӗтренекен сасӑпа каларӗ: — Сывӑ пул, Ҫеменӗм! Португал ӑна ытти юлташӗсенчен уйӑрма тӑрӑшрӗ. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ-ха ӑна ҫакӑ — кӑна Дик Сэнд ӑнланмарӗ. Ҫак сӑмахсем Фомашӑн пушӑ саслӑн ҫех илтӗнсе кайнӑ, вӗсем унӑн чӗринче нимӗнле туйӑм та тапратман, пуҫӗнче пӗр шухӑш та ҫуратман. Ун питӗнчен ӑшӑ ҫил вӗрет, ӑшӑ сумӑр ӳккелет… Тепӗр кунхине, октябрӗн 25-мӗшӗнче, ҫулҫӳревҫӗсем ҫӗнӗ вӑй-халпа хӑвелтухӑҫнелле каякан ҫул ҫине тухрӗҫ. Сапёрсем плащ-палаткӑпа темле салтака йӑтса килчӗҫ. Кунта вара, хамӑр айра, вак пӑрпа витӗннӗ сивӗ те салху тинӗсчӗ ҫав! Петр хаяррӑн, ҫилӗпе: — Эс мана ан тив… — терӗ. Часах вӑл Ольга хӑйӗнпе тата та кӑмӑллӑрах, туслӑрах, анчах темле хӗрхеннӗ пек калаҫма тытӑннине туйрӗ; ку унан кӑмӑлне каймарӗ, ҫавӑнпа та пӗррехинче, кӗрхи каҫ, ун патӗнче ларнӑ чухне, Петр унран:— Сана упӑшку Попова пирки мӗн те пулин лӑпӑртатса памарӗ пуль-ҫке? — тесе ыйтрӗ. Шыв пики евӗр пулнӑ та, палласа илме ҫук; анчах вӑл кунта иккенне пӗлетӗп эпӗ, туятӑп вӑл кунтине. Вӗсем хыҫҫӑн тӑватӑ лав пичкесемпе шыв турттарса пыраҫҫӗ. Артамонов лайӑхрах пӑхрӗ: ку — йӗп пулнӑ, Тихон тӗттӗм ҫӗртех ҫӗлӗкне ҫӗленӗ, ҫакӑнпа вӑл хӑй ӑсран кайнине тата ытларах палӑртнӑ. — Никама та, никама та каламастӑр-и? Е револьвер ҫакрӑм та атте чӗм пиҫиххипе текех ӑшалаймӗ тетӗн-им? Ҫур ҫӗрте Лось Тускуб керменӗн картишӗнче кимӗрен сиксе анчӗ. Ҫавӑнпа пӗтнӗ те. Ҫӗр-шыв хуҫалӑхне илемлетсе ярассине эпир, Артамоновсем, тума тивӗҫлӗ! Вӗсем ӑслӑ та чее. Ун таврашӗнче хурӑнташӗсем, кӳршисем тата килтисем чупкаласа ҫӳренӗ. Икӗ четвӗрт эрехне — пӗринче шурри, тепринче хӗрлӗ эрех — сивӗтме тесе арман пӗви шывне чикне. Кахалшӑн ырӑ кӑмӑллӑ пуласси — чи ҫӑмӑл ӗҫ вӑл; ырӑ кӑмӑллӑ пулмашкӑн, ачам, ӑс кирлӗ мар… Гленарван шлюпкӑна шыва антарма каларӗ те, Паганельпе пӗрле эстакада патне тухрӗ. — Акӑ епле иккен! Начар туртӑнтарнӑ бантсем, штагсем тата бакштаг силленнипе кисренекен мачтӑсене йӗркеллӗ тытаймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене вырнаҫтарса лартнӑ вырӑнӗсенче вылянсах тӑраҫҫӗ. — Качча ил Феничкӑна… Документсене пурте тепӗр хут питӗ тӗплӗн тӗрӗслесе тухрӗҫ. Тристан д'Акунья утравӗсем ҫинчен каланисем пулма пултарнине пурте пӗр сасӑпа хирӗҫлерӗҫ. Мӗн вара эсӗ вӑкӑр пекех мӗкӗретӗн! Шыв ҫинче уйӑх ҫутти йӑлтӑртатни мана Пушар ҫулӑмӗсене аса илтерчӗ. Мантикора урӑх утмарӗ ӗнтӗ — курӑк ҫинче вӑл вырӑнтан вырӑна сиксе ҫӳрерӗ. Кунта шыв кӑнтӑр енелле хытӑ юхать. Унтан хӗвеланӑҫри ҫыран патӗнче вӑл ҫурҫӗр еннелле пӑрӑнать. Яхта хыҫӗпе юхакан шыв ҫинчи ҫул ҫине вӑл пӗр тапранмасӑр пӑхса тӑчӗ. Эсӗ Фоминран хӑраса ӳкнӗччӗ! Ромашов Александра Петровнӑпа юнашар ларчӗ, пӗкерӗлсе те ун еннелле пӑхмасӑр. Ҫапла юлашки хут чуп тунӑ хушӑра вӑл ӑна мӗн те пулин пӑшӑлтатса каларӗ пуль, «Леш тӗнчере курнӑҫиччен, Рада», тесе те пӗлтерчӗ пуль, апла пулсан та, ҫине-ҫине пӑшал персе шалтлатнине пула нимӗн илтӗнми пулчӗ. — Редрэт, — терӗм эпӗ, — вулама чарӑнса. — Ку доктор Ливсин кӑмӑлне вуҫех каяс ҫук. Вара фон Рихтер г-н ӗҫе тытӑнчӗ. Эсӗ ман патӑмран ӑсран тухнӑ ҫын пек тарса кайман пулсан, эпӗ сана хампа пӗрле Копенгаген бюроне, Лифендеоупа К° фирмине илсе кайнӑ пулӑттӑм. Унта асӗ Копенгагенран Рейкиявик хулине пӑрахут уйӑхсерен пӗрер хут ҫеҫ 22-мӗш числара тухса кайнине пӗлеттӗн. Эп… эп сирӗн полномочи пирки пӗрре те иккӗленместӗп… ҫак ҫынсен ячӗпе… хӑвӑра та, аҫӑра та пӗтӗм чӗререн тав тӑватӑп… Ача чӑтма ҫук савӑннипе хаваслӑн амӑшне чӗнчӗ те хӑй мӗн тупнине кӑтартрӗ. Ҫӗнӗ вӑй кӳртес тесе часрах ирхи апат турӗҫ те, татах харсӑрланса хӑпарма пуҫларӗҫ. — Кураҫҫӗ, икӗ эрне те иртеймест унччен, эпӗ пӗлетӗп! Вара вӑл ҫилленсе:— Наталья! Вӑл — манӑн, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна ҫиленместӗп, мана улталасран та хӑрамастӑп. Инжир йывӑҫӗн сулхӑнне, лӑпкӑ хӳтлӗх тупнӑ пек, нумаях пулмасть чура караванӗ ҫитсе чарӑнчӗ — Гаррис Негорӑна каланӑччӗ ун ҫинчен. Э-эх! — хыттӑн каларӗ вӑл. — Нумай пурӑнмалла пултӑр санӑн, Михеевна! — тенӗ ӑна Озеров. Унӑн кӑмӑлӗ темле ҫемҫелсе кайнӑ. «Ак мӗнле эпӗр», — тенӗ вӑл хайне хӑй. Анчах пӗррехинче, ӗҫе вӗҫне ҫитерес тесе кулаксен штабне кайсан (раскулачить тунисем ҫине тата вӗсем тавра пӗтӗҫнӗ ҫынсем ҫине вӑл хӑй те, Половцев та хытӑ шанса тӑратчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене хӑйсен ӗҫне явӑҫтарассине, ку йывӑр ӗҫех мар-ха тесе, каяраха хӑварнӑччӗ), малтанхи хут такӑнма тиврӗ… Халиччен пурне те чӑтса-тӳссе курнӑ ҫын вӑл. Чӑн та, помещиксен класне пӗтернӗ пулнӑ ӗнтӗ, анчах та ялхуҫалӑхӗнчи капиталистсен класӗ, кулаксен класӗ ун чухне чылаях пысӑк вӑй пулнӑ. Кунпа вара паттӑрланӗччӗ вӑл. Ак, санӑн Партизанӑчкуна парнелесчӗ ӑна, э?.. — Ну, пулма пултарать, пулма пултарать — тавлашмастӑп. «Кам вӑл?» Тепӗр пилӗк минутран хайхи чавсанай патне Квакин пырса тухрӗ. Сунарҫӑ пӗлесшӗн ҫунса, вӑл мӗн тунисене пӑхса сӑнаса тӑнӑ. Паллах, вӑл ӑна пиллӗкӗмӗш хутӗнче те мӗн те пулин тунӑ пулӗччӗ, анчах ашшӗ ӑна ҫирӗм ҫул хушши монастырьте тытса усратӑп тесе хӑратнӑ тата академири мӗнпур наукӑсене вӗренсе пӗтермесен, ӗмӗрте те Запорожьене пырса кураймастӑн тесе тупа тунӑ. — Халь пӗтӗмпех калама та юрать ӗнтӗ! — тет ҫула тухса каяканӗ. Инсаров ӑна хыттӑн ыталаса илчӗ, пӗр сӑмах та шарламарӗ. Тепӗр минутран вӑйлӑ алӑсем Марысьӑна кимӗ ҫине йӑтса лартрӗҫ, анчах унта Хура Ӑмӑрткайӑк курӑнмарӗ. Офицерсем аллисене карттусӗсен сӑмсисем ҫумне тытрӗҫ. Чӗрене пуля — урӑх нимӗн те мар! Семён халран кайрӗ. — Ку ҫыру иртнӗ эрнере персе вӗлернӗ ҫынтан. — Мӗн тума ман хама хам малтанах мухтас? Эпӗ те, тӳрех каласан та, урӑхла ӑнланмалларах каласан та, хам ӳт-пӗвӗм енчен те тата чунӑм тӗлӗшӗнчен те ҫавна пурне те туса хӑтланнӑ. Темле май килнипе ҫеҫ эпӗ вилмелӗхех ҫӗмӗрӗлмен, хама-хам ӗмӗрлӗхех пӑсса хуман. Ерофей Кузьмич темиҫе хут та крыльца ҫине туха-туха пӑхрӗ, тӗксӗмленнӗ куҫӗсемпе инҫетелле, хӗвелтухӑҫнелле тинкерсе пӑхрӗ. Хӗвел тӳпенех ҫӗкленет. Ун пайӑркисем ҫӗр ҫине тӳперен тӳп-тӳрӗ ӳкеҫҫӗ. Юлашкинчен, виҫҫӗмеш талӑка кайсан, ирхине ирех Том Сойер пуҫне пӗр ӑслӑ шухӑш пырса кӗнӗ: выльӑх пусмалли ӗлӗкхи лупас хыҫӗнчи пушӑ пичкесене кайса пӑхас, тенӗ, вӑл пӗр пичкинче вара хайхи таркӑна шыраса тупнӑ. Э!..» урӑх вӑл ним калама та пултараймарӗ. Халӗ мӗнле сӑлтавпа вӗлерни уҫҫӑнах паллӑ. Тата мӗн-пур Европӑри политикӑлла ӗҫсем ун пек тума памаҫҫӗ: Австри императорӗ, пирӗн патша… Тӳррипех калатӑп, унти ӗҫсемшӗн эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, ӑшӑма ҫунтартӑм, ҫавӑнпа кунӗпех ним тумасӑр ирттертӗм. Сана ҫапах та эпӗ хӗрхенетӗп хӑть, мана никам та хӗрхенекен пулман, никам та! — Российӑпа Австрин пӗрлешӳллӗ ҫарӗсене ертсе пынӑ тетӗр-и? — докторпа Альтман-асли пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ахалех эпӗ вӗсене сасӑ патӑм: вӗсем мана тепрер сехет шыратчӗҫ садра. Сывлама ан пар! — Чи паллӑ миссионер-проповедник ятне ҫавӑнта туяннӑ та ӗнтӗ вӑл. Ӑҫта-ха вӑл? Ку вӑл тивӗҫлӗх анчах-ҫке-ха, курӑнакан тата алла илмелли япала мар. Кострома пӳрнисене ҫӑвара чиксе хыҫҫӑн шии! шӑхӑртса ячӗ, Людмила тата пӑшӑрханса:— Ах, турӑ, мӗнле мухтанчӑк… мӗнле-ха апла! — теме тапратрӗ. Тӗлӗнмелле ҫӗршыв вӑл Испани: пӗрремӗш пӳлӗме кӗрсенех эпӗ пуҫӗсене хыртарнӑ ҫынсене куртӑм. Хӑвӑрт вылянакан пӳрнисемпе хут купине пӑлхатса, кукша пуҫ вӗҫӗмсӗр калаҫать: — …Ҫакнашкал объективлӑ сӑлтавсем губкомпа ҫул правленин решенийӗсене пурӑнӑҫа кӗртсе пыма кансӗрлеҫҫӗ те ӗнтӗ. Вӑл унта пӑхса тухӗ те ҫирӗплетсе парӗ, манӑн вӑхӑт ҫук: окружкомран пӗр юлташ килнӗ, халӗ бюро ларӑвӗ пулать. Снаряд блиндаж кӗтессине лекрӗ, накатникӑн ҫиелти пӗренисене ывӑткаласа пӗтерчӗ, аялти ретсенчен пӗрине вара нар патне ҫитиех антарса лартрӗ, кӗтесри шӑтӑк витӗр хӑмӑр пӗлӗт татки курӑнса кайрӗ, блиндажа сивӗпе тӗтӗм йӳҫҫи кӗрсе тулчӗ. Павела каллех хӑй ҫинчен пӗтӗмпех каласа партарчӗҫ. — Вӑл ҫийӗнчех хӑвалама пултарать; вӑл пире хӑваласа ҫитеймест. Колхоз выльӑх-чӗрлӗхне пӗтӗмпех хӗвел-тухӑҫ еннелле хӑваласа кайнӑ. Вӑл халь кунӗ-кунӗпех чӳрече умӗнче «ирӗклӗ тӗнчере» мӗн пулнине сӑнаса ларчӗ. — Мӗн ҫырать? Ҫак самантра вӑл шуйттанла кулса ярать те пиҫиххийӗнчен ҫакса янӑ сӑран енчӗкне шанкӑртаттарса илет. Унтан, масар ҫинчен тухса пӗр ҫухрӑма яхӑн кайсан, Никита сасартӑк Тихон дворнике курчӗ; хулпуҫҫи ҫине кӗреҫе хунӑ, пиҫиххи хыҫне пуртӑ чикнӗскер, вӑл ҫул хӗрринчи тӗмӗсем хушшинче часовой пек тӑрать. Чӑн-чӑн тӗнче — ӑс-тӑн куҫӑмӗ. Ҫаксем пурте кирлӗ, хамшӑн пулмасан та, тӑвансемшӗн, пӗлӗшсемшӗн. Николай ссылкӑра пулнӑ юлташӗсем ҫинчен, унтан тарса, ют ятпа пурӑнса, халь хӑйсен ӗҫне тӑвакансем ҫинчен нумайччен каласа кӑтартрӗ. — Тӗрӗсне калать, ачасем! — кӑшкӑрчӗ Махотин. Аллӑ ҫул ӗҫлерӗм эп — мӗскершӗн?.. М-да… Шыв илнӗ ҫӗрте пӗчӗк утрава упраса хӑварнӑ пек, хӑй килӗнчи юратнӑ пӗчӗк тӗнчене пур майпа та упраса хӑварма тӑрӑшнӑ вӑл. Иртнӗ вырсарникун Алексей Вениаминович унта ӗҫлӗ экскурси ирттерчӗ. Тата ҫийӗнче мексикански серапэ пурччӗ, ягуар тирӗнчен ҫӗленӗ атӑ тӑхӑннӑччӗ. Эпӗ ун илемлӗ лашине палламастӑп-им вара? Вӑл, ури ҫине урине хурса, сӗтел ҫине хӑяккӑн та яланчӑклӑн ларчӗ. Вӑл ансӑр ҫулпа ура айӗнчи вӗтӗ чулсем кӑчӑртатасран асӑрханса утса пычӗ, — ӑна халӗ таврара ҫав тери шӑп пулни кирлӗ, унсӑрӑн вӑл ку шухӑшсене ниепле те йӗркене кӗртме пултараймасть. — Пирӗн команда, ӑнӑҫлӑх джентльменӗсен йӑли хушнӑ тӑрӑх пухува пуҫтарӑнса, сан патна хура шӑпа яма йышӑнчӗ. Пирӗн йӑла хушнӑ пек, ӑна тепӗр май ҫавӑр та, ун ҫине мӗн ҫырнине вула. Ҫапла вара каҫсем аван иртетчӗҫ, мастерскойӗнче ҫӗрлехи пек шӑпах пулатчӗ, сӗтелсем тӗлӗнче кӗленче шарсем, сивӗ те шурӑ ҫӑлтӑрсем пек, ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫутӑ пайӑркийӗсем сӗтелсем ҫумнелле пӗшкӗннӗ ҫӑмламас пуҫсемпе кукша пуҫсене ҫутатса тӑраҫҫӗ; эпӗ шухӑша кайнӑ, лӑпкӑ сӑн-питсене куратӑп, хӑшпӗр чух кӗнеке авторне е героя мухтани илтӗнсе каять. Час-часах вӑл ман ҫине тӗлӗнсе кайнӑ пек тӗллесе пӑхатчӗ. Шартлама сивви ҫатӑрах илет. Ҫилӗ, мучи тавра шӗвӗркке тӑрӑллӑ юр кӗрчӗсем хӳсе ларта-ларта, анкарти тӑрӑх сӑлпӑран вӗҫтерет… Ҫав кӗркуннех вара тунасем хушшине кулисӑсем тӑрӑх тулӑ акса хӑваратӑр. Джемма сарлака сарӑ блузӑпа, пилӗкне хура сӑран пиҫиххи ҫыхнӑ; вӑл та, кӑшт шурса кайнӑскер, пӑртак ывӑннӑ пек туйӑннӑ; ун куҫӗнче хура ҫаврака йӗрсем курӑннӑ, анчах вӗсем ун куҫ йӑлтӑрккине пӗтерме пултарайман; кӑшт шурса кайнине пула ун илемлӗ пит-куҫӗ тата ытларах илемленсе кайнӑ. — Ба, ба, ба, ба! Анланса илме хӗнччӗ: те вӑл тӗрӗ йӗрне сарлакараххӑн илмеллеччӗ тесе пӑхкалать, те мӗн калам-ши тесе шухӑшлать. Ӑҫтине пӗлетӗн-и? Халь ӗнтӗ Андрей кирек мӗн ҫине те васкарах, шӑтарасла пӑха-пӑха илет, калаҫасса та хытӑраххӑн, хӑш-пӗр чух тата харкашса илнӗ пекрех те калаҫать. — Господа! — пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе кисренкелесе, каллех калаҫма пуҫланӑ Маякин. Хӑш чухне Яков тӑвакан ӗҫсене те, вӑл калаҫнине те ӑнланма йывӑр. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл, полковник хыҫӗнчен столовӑйнелле утнӑ май, яланхи йӑлипе: «Тӗксӗммӗн шухӑша кайни ун ҫамкине йӑран евӗр йӗрсемпе картлантарчӗ», — шутларӗ хай ҫинчен виҫҫӗмӗш сӑпатра. Амӑшне Николай пуҫне ытти чухнехинчен аяларах тайнӑ пек, аллине хытӑрах чӑмӑртанӑ пек туйӑнчӗ. Художник вилли ҫине пӑхма хӑрушӑ пулчӗ. Пӗр Огнянов ҫеҫ вӗсен хушшинче пулмарӗ. — Хушаматӑр? Карта леш енче сигнал памалли трубапа кӑшкӑртнӑ сасӑ илтӗннӗ чух вӑйӑ хӗрсех пыратчӗ. Санӑн мӗнле? Ҫул умӗнче каллех пӑрахутсен хура кӳлеписем курӑнса кайрӗҫ, кимӗ, вӗсен хушшинчи ансӑр шыв уҫланкисемпе кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа, шалалла кӗрсе ҫухалчӗ. Эпӗ, хаярланса кайнӑскер, ним чӗнми пулса, шкулта ҫапкаланса ҫӳрерӗм… Ҫӗрле эпир кунта хамӑр хушшӑмӑрта кӑштах канашласа пӑхрӑмӑр та, ну, тырра турттарса килсе парас терӗмӗр вара… — Эсӗ кирлине, Кондрат Майданников ҫинчен кала, ним каламалли те ҫук пулсан вара, ҫӑварна хуп та, йӗркеллӗ ҫынсем пек, шӑпах лар. Кайӑрах килӗрсене. Ҫапла-и, рабочи юлташ? — Унта, — шӑппӑн каларӗ Эвелина, юлашки кунсенче уйрӑмах шурса кайнӑскер, — суккӑр манах пур… Эх, Воропаев кунта пулнӑ пулсан! — Испани чӗлхине туземец хӑй начар пӗлет пулас? — тесе хирӗҫлерӗ ученый, чӑтса тӑраймасӑр. — Пӗр хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл малалла калама тытӑнчӗ. Пахчаҫӑ йӑнӑшман: улпут хӗрӗ ӑна ҫакӑншӑн ҫирӗм пилӗк пус укҫа панӑ.) Ҫав хӑямат хӗрарӑмӗсемех, Алёха, ман пуҫа пӑтраштарса ячӗҫ, ним тумалли те ҫук, пӑтраштарса ячӗҫ! Ачашласса ытла ачашласах тӑмастчӗҫ пулин те, ун ротинче ҫапӑҫмастчӗҫ, мӗн унта, вӑрҫӑшмастчӗҫ те-ха, ҫапах та тум-юм капӑрлӑхӗпе тата пӗлӳ-вӗренӳ тӗлӗшӗнчен ҫак рота нимӗнле гварди чаҫӑнчен те кая юлас ҫукчӗ. Вӑл ҫӗлӗкне кӗтеселле ывӑтрӗ те хуҫа патне хӑвӑрт утса пырса:— Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ кунта кирлӗ, эсир — кирлӗ мар. Ӗлӗк ҫынсем Ҫӗре ҫатма пек лаптӑк тенӗ, е авалхи хӳтӗленмелли питлӗх пек мӑкӑрӑлса тӑрать те аялтан ӑна тӗревсем тытаҫҫӗ, тесе шутланӑ. Доктор кабинетӗнче халӗ те-ха ҫутӑ пур. Эпӗ ӗҫлес тетӗп-ха. Вӑт ухмах! Тырӑ вырма тухас умӗн ҫапла эпӗ Тавридӑри пӗр пуяна тӑватӑ урапалӑх кӗпчек шинласа патӑм. Вулакана тата пӗлтерме кирлисене эпӗ пӗтӗмпех хам курман, анчах ун ҫинчен тӑтӑшах илтнине пула, вӗсем пӗтӗмпех асра тӑраҫҫӗ, пур ҫӗрте те хам пулса курнӑ пекех туйӑнать. Ҫурма пушӑ, пылчӑклӑ, чиепе абрикос йывӑҫӗсене йӗркесӗр лартса тултарнӑ кивӗ участока вӑл чӑнах та ҫӑмӑллӑнах аса илчӗ. Кӑмӑл тусамӑр… — йыхравланӑ Кононов, хӑнасен ушкӑнӗнче хӗсӗнсе ҫӳресе. Бартелик Павелӑн нервисем еплине каласа пачӗ. Партследователь Корчагина выговор парас тесе сӗннине пуху шавлӑн хирӗҫ тӑчӗ. 1772 ҫулта вӑл Ҫӗпӗрте никельпе хутӑш пысӑк тимӗр катӑкӗ ӳкни ҫинчен Петербургри наукӑсен Академине пӗлтернӗ; ҫав тимӗр катӑк 39 пӑт та 28 кӗрепенкӗ (урӑхла каласан, 140 килограма яхӑн) туртнӑ. — Вӑл вара усал пушмаксене Ҫӑрттан мучие тыттарчӗ. Анчах та эпӗ Энскра унсӑр пуҫне хама кичем пулни ҫинчен, ҫав кичемлӗх иртнинче пӗрле ҫӳренӗ вырӑнсенче пӗччен ҫапкаланнӑ чухне пушшех те пусса илни ҫинчен, Петька пӗр вӗҫӗмрен хавхаланса ҫӳрени ҫинчен пӗр сӑмах та шарламарӑм. — Пӗртте ытти пикесем пек мар. Шакканине хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Ҫавӑн чухне хӑйне намӑс та хӑрушӑ пулни ҫинчен тата хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗшӗн малашне те нумайччен хӑраса пурӑнасси ҫинчен каласа панӑ май, вӑл халӗ те чӗтре-чӗтре илет. Ҫапах та, ывӑнса ҫитнӗ хӑмӑр лаша ура чӗрнисене йывӑррӑн пуса-пуса илни Кольхаун пыни ҫинчен систерчӗ. Тӗтӗмлӗ уйра, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, шурӑ мулкач чупкаласа ҫӳрет. Дантон калаҫӑва хутшӑнчӗ: — Вӑл аристократ пулни нимӗнех те мар. Чӑнах та кулӑшла тухать ҫав! «Теттесен клиникин» витринисем ҫӑкасем лартса тухнӑ пӗчӗкҫӗ кивӗ площаделле пӑхаҫҫӗ. Сирӗн пата пире хӑвӑр кӳршӗсем ячӗҫ. «Малалла! — Пӗлсенччӗ эсир манӑн иртнӗ пурнӑҫа, хам пурнӑҫра мӗн-мӗн чӑтса ирттернине!.. Эпӗ атӑ ҫӗленӗ, салтакра ҫӳренӗ, таркӑн пулнӑ, фабрика хуҫи пулнӑ, учитель пулнӑ, халь вара эпӗ икӗ пуса та тӑмастӑп! Кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне вӑл, пулас упӑшки пекех, Джеммӑпа юнашар ларчӗ. Тата тепӗр минутран каллех сӑмах хушрӗ: — Ыран мар тепӗр кун ярмаркӑна каятӑп. Илтетӗн-и? Хӑш чухне хамӑн пурнӑҫа аса илетӗп те, нивушлӗ пӗр ҫын ҫакӑн чул тума пултарнӑ? — тетӗп. — Чӑнах та, хӑш-пӗр таран вӑрҫӑра, хӑш-пӗр таран тискер вырӑнсенче сунарта ҫӳренӗ чухне… пӗрре унта, тепре урӑх ҫӗрте… Яланах ҫапла-ҫке: ҫын путсӗр ӗҫ тӑвать те уншӑн ответ тытасшӑн мар. Эпӗ халех, халех! Ку уншӑн питех те тӗлӗнмелле пулнӑ. Кӑшкӑрни, ахӑрни, калаҫни тимӗрҫӗ хӑлхине ҫурать. Эпӗ пӗлсех тӑратӑп: вӑл хӑйне чӑнласах та ӗҫлӗ ҫын тесе шутлать, мӗншӗн тесен Галиньяшкӑна вулать те, уйӑхра пӗрре мужике экзекуцирен хӑтарать. Рыбинӑн йывӑр та вӑйлӑ сӑмахӗсем ӑна пусӑрӑнтарсах лартрӗҫ. Мана тата Павела вӑл яланах мӗнле те пулин пит те намӑссӑрла япала пытанса тӑракан тупмалли юмахсем калатчӗ, лайӑх мар сӑмах пулса таракан хӑвӑрт каламалли сӑмахсем каласа паратчӗ. Вӑл амӑшне, малалла каласа панӑ май, столовӑйне илсе кӗчӗ: — Ҫапах та — халӗ службӑран хӑваласа яраҫҫӗ. — Сулли ӑҫтан тупӑнчӗ, Джим, эсӗ ӑна тытрӑн-им? Сирӗн задача ҫапла: хӑвӑрӑн ик ҫӗре яхӑн активлӑ штыкпа, хӗҫпе усӑ курса, вырӑнти коммунистсене вӗлерсе пӗтермелле, анчах пӗчӗк тытӑҫусене хутшӑнмалла мар, ҫула май ҫыхӑнӑва татса, «Красная заря» совхоза походпа каймалла. — Пулӗ те ҫав. Вӑрмантан чупса тухатпӑр та сысна пӑхакансем патне е пахча-ҫимӗҫ сутма пасара каякан хӗрарӑмсем патне ҫӗмӗрттерсе пыратпӑр, анчах никама та тӗкӗнместпӗр. Ҫав вӑхӑталла эпӗ унти ҫынсен чӗлхипе лайӑхах калаҫма вӗрентӗм те хама панӑ ыйтусене пурне те пит аван ӑнланаттӑм. Ҫапла март уйӑхӗ те иртсе кайрӗ, апрель пуҫланчӗ. Сӑмавар вӗрерӗ, амӑшӗ ӑна пӳлӗме йӑтса кӗчӗ. Манпа пӗр факультета, математика факультетне, кӗрекен Семенов экзаменсем пӗтичченех ҫаплах пуринчен те ютшӑнчӗ; аллисем ҫине чавсаланса, пӳрнисене шуралса кайнӑ ҫӳҫӗ ӑшне чиксе, яланах пӗччен ларчӗ, экзаменсене вара отлично парса пычӗ. Николай Петрович пӗчӗк ачана хаваслантарса, амӑшне хӑрата-хӑратах мачча патне ҫити ывӑтма тытӑнчӗ. Амӑшӗ ӑна ҫӳлелле ывӑтмассерен ҫара урисем патне аллисене тӑса-тӑса кармашрӗ. Владимир, вӗсем патӗнчен йӗрӗнсе иртсе, малти пӳлӗме тухрӗ. — Сехрене хӑпартрӑн! — тенӗ Ефим, хуҫи ҫине тинкерӳллӗн пӑхса. Вӑл хӑй куҫне хӑй ӗненмен. — Мӗн вӑл? — тесе ыйтрӗ Джон Мангельс. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хам часах сываласса хытӑ шанса тӑратӑп. Унран инҫе те мар, вилтӑприсем хушшинчи сукмак ҫинче, полицейскисем, вӑрӑм ҫӳҫлӗ ҫынна хупӑрласа илсе, хӑйсем ҫине пур енчен те тапӑнса пыракан халӑхран хӳтӗленме тӑрӑшни курӑнчӗ. Ҫук, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. — Мӗнле, Лукашка чӗрӗлӗ-ши? — ыйтрӗ Оленин. Вот тамаша! Кӑнтӑрла иртсе виҫӗ сехет ҫитсен, Гленарван чарӑнма хушрӗ. Куҫӗсене чарса пӑрахса, сывлӑшне пӳлсе, ача пӳлӗме карса илнӗ каҫхи сӗмлӗх ҫине тинкернӗ, йӑвӑҫҫу ҫутипе ҫав сӗмлӗх шӑппӑн чӗтренсе тӑнине курнӑ… Ӗнтӗ пӗрре ман ҫине шаннӑ пулсан, эпӗ мӗн каланине пурне те итлесе тӑр… Тен, кунта тупӑ хӑпартса пӑхӑпӑр? — терӗ. Хӑнӑхнӑ ӑна, ват мыскараҫа, вӑл пулмасан, хутор пушанса юлнӑнах туйӑнӗ. Вара асамат кӗперӗ пек йӑлкӑшса тӑракан бутылкӑсем лартса тултарнӑ тата хаклӑ тӗкӗрсем те ҫап-ҫутӑ лампӑсем ҫакса янӑ салунта пит шӑп пулса тӑчӗ, вӑл шӑплӑхра сехет пӗр тикӗс шаккани ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ. Унтан вӑл йӑмӑкпа мана аллине тытса, кровать ҫине выртрӗ. Ку — Заполярьенчи НКВД уполномоченнӑй иккен. Укҫи — Мускавра, укҫине эпӗ нумай тата лайӑххине тупма пултаратӑп… — Анчах та часрах каяс пулать! — ӳкӗтлерӗ Полина. Унӑн ҫилпелен хӗрелнӗ питӗнчен вӑл тем аса илни, тем шухӑшлани палӑрчӗ. — Кукамай! — илтӗнчӗ сасартӑк Олеҫҫӑн аран тухакан йӑваш сасси. — Кукамай, кам пур пирӗн патӑмӑрта? — Ия. Ҫав, вӑтаннипе те хӑранипе пулӗ, каланӑ сӑмаха мӑшкӑлласа калани вырӑнне шутларӗҫ, вӑл вара наказани парассине татах ӳстерсе хучӗ. — Халь мӗн тӑватӑн ӗнтӗ, Михаил Антоныч? — ыйтрӗ Панков. Нумай ача-пӑчаллӑ Гаев хутора таврӑнсанах, Давыдов ӑна колхоз правленине чӗнтерчӗ. Кӑнтӑрла иртсен пӗр сехетре пурте сулӑ ҫинче вырӑн йышӑнчӗҫ. Ыранах кӑларса ярасчӗ ӑна. — Юлашкинчен мана хӗрхенме шутларӑр иккен, — терӗ Джемма шӑппӑн. Пирӗншӗн кашни секунда хаклӑ. Еврейсем пекех. Еврейсем хӑйсене пусмӑрласа ҫитернӗшӗн укҫа-тенкӗ влаҫӗпе тавӑраҫҫӗ, хӗрарӑмсем те ҫавӑн пек. — Суятӑн. Ҫыннӑн ӑсӗ Тӗнче вӑрттӑнлӑхне шалтан-шаларах кӗрсе пырать. Пӗтӗм ҫанталӑк хӗррине тӗтӗм хупласа илчӗ. Эпир Окленда ҫитсе ансан, унта вара пиртен ирӗк, ӗҫме юратакан ҫыннӑн кӑмӑлӗ ӑҫта савать, карапне ҫавӑнта кайса путартӑр. Хӑш чухне такам та пӗлет — ҫав-ҫав ҫын мошенник, ултавҫӑ иккенне, ҫавах та ӑна Иван е Петр, тесе чӗнеҫҫӗ, тата, амӑш ячӗпе мар, ашшӗ ячӗпе аслӑлаҫҫӗ… — Вара, — ответленӗ Павел Петрович: — ҫак сфинкс — эсир. — Аркадий Николаевич сана воспитани парасшӑн тӑрӑшать. Мардохай аллисемпе сулкалать, итлесе тӑрать, унтан ыттисене пӳлсе сӑмах калать, час-часах айккинелле сурать, кӗске сӑхманӗн аркине сирсе аллине кӗсйине чиксе ярать те унтан темле вылямалли шакӑрчак пек япаласем кӑларать. Сӑхман аркине сирсен ун ҫав тери илемсӗр йӗмӗ курӑнса каять. Мӗн пуласси пултӑр, — тесе шухӑшларӗ. — Апла, сирӗн кушак кӑвакарчӑнсене тустарать? — Унта кайса килме сире мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? — Сирӗн хӳтлӗхӗрте пурӑнмалла, ҫакӑнта пурлӑх тумалла пулать, эсӗ — пире, эпир — сана… — темле вӑрттӑн ӗҫ тума шутланӑ пек пӑшӑлтатса илчӗ вӑл. Мӗскӗн кӗнеке ҫине Жоржетта хыҫҫӑн Рене-Жан, унтан Гро-Ален сиксе ӳкрӗҫ. Анчах эпӗ каютӑна хупса лартнипе вӗсем ӑҫталла ҫул тытнине пӗлме пултараймарӑм. Запорожецсем тимӗрҫӗ ним мар вырӑсла калаҫма пултарнине илтсен, ун пирки ырӑ шухӑшларӗҫ. Арӑмӗ йӑлтах сӑнтан ӳкнӗ, пичӗ сарӑхнӑ, пурнӑҫсӑрланнӑ; чарӑлса кайнӑ пысӑк куҫӗсем тавра лап-лап хура персе тухнӑ, — ҫак сӑн Игнатшӑн ют пек пулнӑ. Кунти йӗрке кама килӗшмест, ан тив ҫав Московине тухса кайтӑр!.. Ҫак кунсенче тӳссе ирттерни ӑна ывӑнтарса ҫитернӗ, унӑн канас килет, выҫӑ хырӑм касать. Юлашкинчен вӑл парӑнчӗ. Декабрь пуҫламӑшӗнче эшелонсемпех капланса киле пуҫларӗҫ. Ай-ай! — Нимӗн те пулман вӗт. Анчах пурпӗрех, эпӗ айӑплӑ, ҫавӑнпа паратӑп та ак! Анчах, турӑшӑн та, никам та ан пӗлтӗр. Нимӗн те пулман вӗт… Тӗп траншейӑна ҫитсе кӗрсе, вӑл тӳрех Умрихин патне пырса тухрӗ, — лешӗ, эхлеткелесе илсе, бруствер урлӑ юр ывӑтать. Каҫнӑ чухне фургонӑн малти пайӗ вырӑнтан тапраннӑ тата Гленарванӑн лаши таканне ҫухатнӑ. Ҫав кӑна, урӑх нимӗн те пулман. Сана хам ирӗкпе, хам интерессемпе ҫыхса хума мӗнле пултарӑп-ха эпӗ? — Пӗр таҫтан килне генерал кухньӑна пырать кӗрет, хӑй, пӗлетӗн-и, мӗн тӑхӑннӑ, йӑлт хӗрлӗ те ылтӑн эрешлӗ. — Халех Талькавран ыйтатӑп, — терӗ Паганель. Табак лартса тӑвакан лаптӑксене «дюбек» вырӑнне халӗ те «американ» йышӑнса тӑрать, виноградниксенче ытларах йӳнӗ сортсем тӗл пулаҫҫӗ. Марсиан вӗсене пӗр хушӑ сӑнарӗ те халӗ кӑшкӑрашмасть, анчах кӑранташла вӑрӑм пӳрнипе ҫав-ҫавах тарӑхуллӑн юнать. Тен, ҫак каҫхине вӑрманта Алексейӗн чунӗ кӳтсе ҫитнӗ пулӗччӗ. Анчах та тӗлӗрекен лӑпкӑ вӑрманта тупӑ сассисем уҫӑмлӑрах илтӗнчӗҫ. Унта ним те ҫук пек туйӑнать мана. — Намӑссӑр, — шухӑшларӗ Артамонов. — Юрри те начар. Ӗлӗкренех эпӗ хам пата хӑнасем пуҫтарма юратмастӑмччӗ: халӗ манӑн кашни кун пӳрт тулли халӑх, кӑнтӑрла та каҫхине те вӗсем хӑна пулаҫҫӗ, картла выляҫҫӗ — манӑн шампански княжнан асамлӑ куҫ вӑйӗ илӗртнинчен те вӑйлӑрах иккен! — Ӑҫта пурӑнать вара вӑл судья? Сен-Жером, пирӗн килте эпӗ экзамен парса пӗтериччен ҫеҫ пурӑннине пӗлсе, хӑй валли темле граф патӗнче вырӑн тупнӑ, ҫавӑнтанпа пирӗн килтисем ҫине темле йӗренсе пӑхать. Мана, эпӗ малта каланӑ пек, ҫур миляра ларакан тӗп хулине турттарса ҫитерме император витисенчи лашасенчен тӑватӑ дюйм ҫурӑшар ҫӳлӗш чи шултра лашисене суйласа пин те пилӗкҫӗр лаша кӳлмелле пулнӑ. — Ну, тӑр, тӑр! Хыҫалти ӗретрен, комсомолецсем ларнӑ ҫӗртен, пӗри тӑчӗ те ыйтрӗ: — Калатӑр-ха Корчагин юлташ, мӗншӗн вӑл ҫӗрте чаваланать, ҫав хресченлӗх пролетари психологинчен уйӑрмасть-ши ӑна? Ку вӑл — пӑрахут ячӗ. Яланах лӑпкӑ та чӗнмесӗр ҫӳрекен Корчагин халӗ хӗрсе кайса, хыттӑн каларӗ. — Каласа пар луччӗ: мӗнле унта пирӗн, полкра мӗнле? Сасартӑк ман пуҫӑмра пӗр шухӑш ҫиҫсе иртрӗ. Эпӗ агитацилесшӗн мар, митангласшӑн та мар, анчах пирӗн ӗҫ ҫине ҫапла йӗркесӗр пӑхнине мӗнпур хаярлӑхпа ҫапса хуҫас пулать. Пароход ҫинчи ҫынсем тинӗсре ҫапла, ҫӗр ҫинчи пек пӗр йӳнеҫӳсӗр пами-илми калаҫаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах пӗчӗк инкек пулсанах, мӗнле те пулин халичченхинчен уйрӑм япала килсе тухсанах, пурин сӑнӗсем ҫинче те яланах хӑрушлӑха сиссе тӑнине пӗлтерекен канӑҫсӑрлӑх палӑрать. Тӗрлӗ тӗслӗ пурҫӑн ҫип ҫӑмхисене суйласа, вӗтӗ шӑрҫасем тултарнӑ коробкӑсене сӗтел ҫинче шутаркаласа:— Эпӗ ӑнланатӑп, анчах вӑл ӑнланайӗ-ши? — терӗ Ольга, шухӑша кайса. — Эсӗ вӑл ӑнланмалла ту. Тӳремлӗхре пур ҫӗрте те ҫӳллӗ кактуссем лараҫҫӗ, ҫичӗ ҫурта евӗр — йӑмӑх хӗрлӗ мӗлкесем сапаланӑ. Телее кура, эпир темӗнле пӗчӗкҫӗ кӗпер патӗнчен иртсе кайрӑмӑр, эпӗ аннене аялалла анма пулӑшрӑм. Гимн! — хавасланса кайсах хистерӗ Андрусевичӑн пӗчӗк те самӑр арӑмӗ. Эсӗ мӗн вара, ҫав ҫырупа килӗшместӗн-им-ха? Вӗсем нумайччен тепӗр кунне епле вӑйӑ вылямалли ҫинчен шухӑшланӑ, хӗвел ансан амӑшӗсем вӗсене киле илсе кайнӑ. Ҫавӑнпа та унпа ҫыхӑнма кирлӗ мар, эпӗ ӑна ку ӗҫе тума хистеместӗп те ӗнтӗ. — Лодыжкин мучи, мӗн пулнӑ-ха ӑна? — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн. Сыв пулӑр! Воропаев хӑйӗн пурнӑҫне йӑвашлатмасть те халӗ, мухтамасть те. Килӗпе тӳсе хӑтланса мӗн ҫӑкӑрӗ вӑл? — Ырӑ, савнӑ атте! — Сирӗн валли, сэр, пирӗн пӗр сюрприз пур, — терӗ вӑл малалла. Унӑн ашшӗпе икӗ пиччӗшне вӗлернӗ иккен, Шепердсонсен икӗ е виҫӗ ҫын вилнӗ. — Апла мӗн тӑватӑн-ха эсӗ? — Ҫапла ҫав! — чӑрсӑрланса ответлерӗ старик. Анчах Перон капитан пурӑнса ирттерни кунпа пӗрлех пӗр юнлӑ драмӑпа паллӑ пулса юлнӑ. — Вӗсене Флишер тесе чӗннӗ. — Эпӗ ӑҫта пурӑннине пӗлетӗн-и эс? — Юрать. Уордпа килӗшнӗ чухне вӑл укҫа ҫине мӗн таран хапсӑннине асӑрхӑр-ха эсир. Шанчӑк ҫути пит вӑйсӑррӑн мӗлтлетет пулсан та, вӗлерме палӑртнӑ ҫыннӑн куҫӗ ӑна тем пекех тинкерет, шырать. Артём сӑран вӗркӗчӗн патакки ҫине пусса вӗртерет. — Мӗн тӑваҫҫӗ вара ҫав аслӑ пухура? Ман вулакансенчен ялта пурӑнманнисем уесри хӗрсем мӗн тери кӑмӑла килекен ҫынсем иккенне ниепле те пӗлме пултараймаҫҫӗ! Сывлӑш сайра та йывӑр шӑршлӑ. Тархасшӑн тата ман тус пулма, мана канаш параканӗ пулма ан хӑтлан. — Пӗлме пултараймастӑп… Киев станцинче поездсене ҫу сӗрекен пулса ӗҫленӗ, унта революционерсемпе паллашнӑ, рабочисен харпӑр хӑй тӗллӗн вӗренмелли кружокне организациленӗ, ӑна арестленӗ, вӑл икӗ ҫул тӗрмере ларнӑ, унтан — вунӑ ҫуллӑха Якут облаҫне ссылкӑна янӑ. Вӑрӑ-хурах мухтанни мана пит те кулӑшла пек туйӑнчӗ. Окунев палларӗ: ку губпродкомра ӗҫлекен бухгалтер ывӑлӗ. Темӗн ҫинчен те шухӑшларӗ вӑл: ун куҫӗ умӗнчен чипер сестра, Марцов ури, унӑн чӑлха ӑшӗнче вылянакан пӳрнисем, теттӗм ҫӗр, бомбӑсем тата темӗн те пӗр тӗрлӗ вилӗм сӑнарӗсем вӗлтлетсе иртнӗ пек пулчӗҫ. Эпӗ ӑна: ҫынсемсӗр питӗ кичем, тесе ӑнлантарса патӑм, анчах вӑл ятлаҫма тапратрӗ. Катя ҫаплах куҫӗсене ҫӗклемест. Эп унпа килӗшетӗп пек курӑнмалла тӑвас. — Ав мӗнле, — кӑмӑлсӑррӑн тӑсса каларӗ Виктор. Ха-ха-ха! Ҫакӑн пек хӑвӑрттӑн ҫухалма пултарни чарса тӑнӑ та ӗнтӗ пирӗн ҫарсене яланах куҫран ҫухатакан Вандея умӗнче, ҫак ҫухалма пӗлекен хӑрушӑ тӑшман умӗнче. Гусев ҫӳлтен кӑшкӑрать: «Майӗпенрех — катрам сылтӑмра… Вӑл ҫулҫӳревҫӗсен кӑмӑлӗсене тепӗр хут ҫӗклентерсе ячӗ. Геннадий Александровичӑн запискине вулатпӑр: сирӗн пата паллӑ лектор пырать, тӳрех фронтран, ӗҫлеттерӗр… Мӗншӗн-ха ку?..» Пуҫна аяларах тыт, — терӗ. — Сарлакӑшпе миль патне ҫывхарать, ҫитменнине юханшывӗ питӗ вӑйлӑ. А эпӗ вӗсене хулана ҫаратса ҫӳреме кӑлара-кӑлара янӑ тени — пустуй япала, ӑна никам та кӑтартса пама пултарайман… Тупӑ сасартӑк хӑйне хӑй: «Ҫитет! Ҫавна пӗлтерчӗ вӑл пире. Акӑ ӗнтӗ Джимпа иксӗмӗр эпир ӑна «величество» тесе чӗнетпӗр, темиҫе тӗрлӗ апат ларта-ларта паратпӑр, вӑл ларма хушиччен ура ҫинчех тӑпӑртатса тӑратпӑр. Эпӗ лайӑх ҫынсемпе паллашнӑ: паян та икӗ киле вечера каймалла. Чӑнахах-ши, чӑнах та-ши?..» Тата вӗлерекенсене ӑҫта шырамалла? Ача ҫапла сӑнласа панисене итлесе кулатчӗ, амӑшӗ каласа панисене ӑнланма йывӑррипе асапланнине те вӑхӑтлӑха манса каятчӗ. — Енчен те сана сутас пулсан, ҫӗр ҫӑттӑр мана. — Ку сӑртсенчен иртме ҫӑмӑлах пулмасть, — терӗ Гленарван, каҫӑн тӗксӗм чаршавӗпе пӗркеннӗ сӑртсем ҫине пӑхса. Ӑраскалсӑр подпоручик вара, Володя пек каласан, фендрик, сирӗн йышши, ҫитменнине тата кӳреннӗскер, пач та кӳрентерекенни мар, виҫҫӗмӗш хут пенӗ хыҫҫӑн хырӑмран хӑрушла аманать те, каҫ тӗлне асаплана-асаплана вилсе те выртать. Калать: эпӗ вӑл шурлӑха хамӑн ҫынсен вӑйӗпе типӗтетӗп те, унта ҫӗнӗлле ӗҫлекен пустав фабрики туса лартатӑп, тет. Тӗрӗссипе вӗсем, чӑн укҫасем мар, анчах чӑннисем те вӗсенчен пӑртак кӑна хаклӑрах. Хӑйне хӑй вӑл питӗ шавлӑ, чарусӑр тыткаларӗ, хӑй ӑшӗнче ҫунакан вута сӳнтерме тӑрӑшнӑ пек, нумай ӗҫрӗ, анчах ӳсӗрӗлмерӗ хӑй ҫак кунсенче палӑрмаллах начарланчӗ. Хӗвел анса ларайнӑччӗ кӑна-ха, Олеся мана киле кайма хисте те пуҫларӗ. Халӗ ун ҫинчен никам та пӗлмест-ха, намӑсланма та кирлӗ мар тет. — Эх, Черепахин ҫакнашкал хак панине пӗлнӗ пулсан, килте эпӗ Макарова леш виҫҫӗр пӑтне сутман пулӑттӑм, — ҫурма сасӑпа калаҫрӗ вӑл — Мӗн тери пӑшӑрханмалла! Мӗскер пулчӗ? Пугачев шӑнкӑравӗн сассине илтнипе, пирӗн хыҫҫӑн халӑх кӗпӗрленсе чупса пычӗ. — Чуллӑ. «Гвардеецсем!» Сентябрӗн 25-мӗшӗнче «Дункан» Магеллан проливне кӗрес ҫӗре ҫитрӗ. — Тӑванусем санӑн унтан-и? Вӑл пырасшӑн мар хирӗнкелени ҫине ан пӑх, ху чӗрчун пулнӑ май, асаплӑ туйӑма йышӑнмасӑр тӑма право пуррипе усӑ курса юл — эсӗ пирӗнешкел харпӑр хӑйне хуҫса пӗтерекенсем пек мар. Мӗн ку? — Ҫапла, нимӗскер те пулмасть, — терӗ Ромашов шухӑшлӑн. — Шӑпах ӗнтӗ ҫӗнӗрен нимӗн те ан ыраттӑр тесе. Шӑматкун, августӑн 1-мӗшӗ. Йӗрӗнчӗк ҫын! Йӑрӑмлӑ кит Кит тытакан опытлӑ Халл капитан ӑнсӑртран тем сиксе ан тухтӑр тесе тӑрӑшрӗ. Куҫӗсем Корчагин куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ — темиҫе секунда хушши иккӗшӗ те пӗр-пӗрин ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗҫ. «Эпир ӗнтӗ хамӑрӑн лояльнӑй тивӗҫе тытмалла». Сасартӑк вӑл мӑнкӑмӑлланса кайрӗ. — Мӗн? Автора король ҫуртӗнче йышӑнни. Ҫавӑн пек никам та ӑнланмалла мар явлени мӗнле пулма пултарнине ӗлӗкхи пекех нихӑшӗ те пӗлмен. Пирвайхи страницӑрах ӑна питӗ хитре ӳкернӗ, тӗрлӗ сӑрӑсемпе сӑрланӑ ҫын кӗлетки тӗл пулчӗ. — Праҫниксене те ямаҫҫӗ-и вӗсене пирӗн патӑрти пек? Сурхурие, Ҫӗнӗ ҫула, Июлӗн тӑваттӑмӗшне? Вӑл именчӗклӗн ответлерӗ, япаласем ман Графскинче, ыран вӗсене пичче илсе килсе пама пулчӗ, терӗ. Ывӑлӗ каланисем уншӑн ҫӗнӗ япала мар, вӑл ку шухӑшсене пӗлет, анчах та ҫакӑнта, суд умӗнче, вӑл ывӑлӗ ӗненӗвӗн малалла илсе каякан тӗлӗнмелле вӑйне пуҫласа туйса илчӗ. — Тӗрӗс, тӗрӗс. — Ну, мӗн калас сире? Вӑл мана курсанах, чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, кулса ячӗ. Ҫитменнине тата ку мана тӗлӗнтерет те: ара манман-ҫке-ха эпӗ вӑл ӑна килӗштерменнине. Тимлӗн тинкерсе-сӑнаса Лось ӑнланчӗ: тӳремлӗхри вак чул куписем, шӑтӑк-путӑк, сӑртсем — авалхи-авалхи хула юлашкисем. Турӑ курать! Куҫне хупрӗ кӑна вӑл, каллех Тита, ҫил арманне курчӗ. Ашшӗ ыйтӑвне хирӗҫ, вӑл лоцманпа машинистӑн сӑмахӗсене пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. — Вилетпӗр, — хурлӑхлӑн тавӑрать Ромашов, — Вилесси — мӗн? Аслӑ Артамонов ҫийӗнчех ответ памарӗ. — Ваҫили Андрейч, эпӗр пӗтӗмпех аташса кайрӑмӑр пулмалла, — хӗпӗртенӗ пек каланӑ Миките. — Волошин йывӑррӑн ура ҫине тӑчӗ, Озеров ҫине пӑхмасӑр калама пуҫларӗ. Кондрат тахҫантанпах ӗнтӗ турра ӗненмест, вӑл пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисене ирӗклӗхе тухасси патне, сенкер ҫутӑ малашлӑх патне ертсе пыракан коммунистсен партине ӗненет. Хӑваласа кӑлар-ха хӗре унтан… — Ҫакӑн пек лайӑх ответленӗ пирки, Ленӑран кулма та, ӑна кӳрентерме те май килмерӗ. Том пӗр минут хушши пек тӑчӗ, хӑйӗн сапаланса кайнӑ шухӑшӗсене пуҫтарчӗ те, айӑп «каҫарттарма» малалла тухса тӑчӗ. Хамах пӗлтерӗп телефонпа. Ачасене питӗ те кичем. — Мӗн илтетӗп эпӗ? — аллисене сулкаласа калаҫма тытӑнчӗ Шубин. Андрей чӗнмест. Упа сӑмсипе хӑй юнӗ ҫине тӑрӑнса аннӑ; пуртӑ шӑмӑ ӑшне питӗ шала кӗрсе кайнӑ-мӗн. Анчах ҫапла ҫӗнӗ ҫӗре куҫнӑ май вӗсем пиншер ҫухрӑм кайнӑ. — Мӗнле? Эпӗ те шутсӑр хуллен: «Мя-у! Ҫакӑн хыҫҫӑн Джим шутсӑр мӑнкӑмӑлланса кайрӗ, ытти негрсем ҫине пӑхасшӑн та мар. — Шурӑ ҫын Алвишӑн пӗр агентне вӗлерчӗ, — пӗлтерчӗ Негоро. Уэлдон миссис мӗн каланине илтме май килмерӗ, анчах вӑл та Геркулес асӑрханӑ ҫӗре курасшӑн талпӑнчӗ. Пӗтӗм пурнӑҫӗ унӑн ҫак ҫӗре курнинчен килнӗ пек туйӑнчӗ. — Ваше превосходительство, сутӑн илӳллӗ мелпеле малалла кайӑр. Ан пӑшӑрхантӑр вӑл, ӑнланатӑн-и? — терӗ. Вара мана сасартӑк пӗр самантлӑха ним ӑнланмалла мар, пач ӑнланмалла мар пулса каять; калӑн, ман таврашра пӗтӗмпех ҫӗтсе, ҫухалса пӗтнӗ, нимӗскер те юлман. Унтан тӗлӗнмелле пулса тӑрать вара мана ҫакӑн хыҫҫӑн: ара, куна эпӗ калаҫатӑп-ҫке, эпӗ пурӑнатӑп, эпӗ шухӑшлатӑп. — Чӑннипе эпӗ мӗнле хӗрарӑм иккенне пӗлес килмест-и, сирӗн? — Темскерле туйӑм ман, комиссар юлташ. — Мӗнле аулран вара? — ыйтрӗ вӑл. — А-а-а… сем! — тесе мӗн пур ҫук вӑйӗпе кӑшкӑрса яна пӗр ҫынӗ, анчах ҫапах та тӑнланма пулман. Чӑн та ӗнтӗ, Зеб кӗретех шикленсерех хӑтланнине палӑртать, анчах унӑн, Кассий Кольхаунӑн, унтан хӑрамалли пур-и? Колхозниксене запискӑсем, бюллетеньсем парса, ялти врач, паллах, хӑйне евӗр тӗрӗс ӗҫех тунӑ, ҫапах та Воропаев хӑй ӗҫне ытлашши шухӑ туса пыракан медицина работникне сасӑпах ятласа тӑкассинчен хӑйне аран-аран тытса чарчӗ. Лешӗ, телейне пула, Воропаевран чылай инҫетре, президиум тенкелӗн тепӗр вӗҫӗнче ларать. — Мӗн пулчӗ сана капла?! — хӑраса ыйтрӗ те аллине кӑкӑрӗ ҫине тытрӗ карчӑк. Ҫав кӗтмен хӑнасем кил картине килсе кӗрсен эпӗ сире систертӗм вӗт, чӑн-чӑн сутӑн илекенсем килменнине эпӗ кайран тин тавҫӑрса илтӗм, вара вӗсен умӗнчен каялла чакрӑм: «Турӑ ҫырлахтӑрах сирӗнпе, тына пӑрӑва ахалех илӗр хӑть, хӑвӑртрах тухса кайсамӑрччӗ кӑна!» — Эсӗ мӗн, Борхарт юлташ патне-и? — ыйтрӗ вӑл тытӑнкӑ сассипе, таҫта кӗтесселле пӑхса. — Апла вӑл тинӗс шывне ӑҫтан илет-ха? Лозневой ҫавӑрма тапратрӗ, — чул кӑштӑртатма тытӑнчӗ, валакран ӑшӑ ҫӑнӑх анма пуҫларӗ. Акӑ мӗнле пурӑнтӑмӑр эпир ҫав кунсенче. — Вӑл мана пырсанах ҫума тытӑнать. Огнянов хӑйне тата лайӑхрах туя пуҫларӗ. Пирӗн паттӑрсем вара ҫавна асӑрхамарӗҫ те. Партизансем! Турӑш ҫук, мучи, ан та шыра. Анчах килӗшӗр, ҫак вӑхӑтра ҫирӗн пуҫра пин шухӑш пулсан та, эсир мана пӗрне те шанса каласа памастӑр вӗт. Вӑл час-часах кулянса, чӗререн тарӑхса:«Ухмах эпӗ, нимӗн те пӗлместӗп, нимӗн те ӑнланмастӑп», тесе шухӑшлать: — Упа — пӗлекен, пыл ӑҫтине пӗлекен тени пулать, — мӑкӑртатать Тихон хӑмла ҫырли тӗмӗсем хушшинче. — Ӑна… Эпир ташлас тетпӗр! Пӑх та тӑр: ун тавра ҫирӗм пилӗк ҫын ташлаҫҫӗ. Пӗр самант вӑл мӗне ҫав териех тимлӗн итлесшӗн пулнине хӑйӗн чунӗнче тупаймасть пулӗ тесе шухӑшлама та пулнӑ. Танлаштарса кӑтартмалла пулчӗ пулсан, ӑна акӑ мӗнпе танлаштарма пулать: вӑл пирӗн хура тӑпраллӑ ҫӗрти садсенче тин ҫеҫ ӗрчетме пуҫланӑ ҫамрӑк та кӑтра улмуҫҫи пек ӗнтӗ; е татах та каласан, вӑл «хуҫасем» тытса тӑнӑ лаша ӗрчетекен заводсенчи лайӑх пӑхса ҫитӗнтернӗ, яп-яка пысӑк ураллӑ, тин ҫеҫ ҫӳретме пуҫланӑ виҫ ҫулхи ачаш лаша пек ӗнтӗ… Исидора тухса тӑнӑ хӑрушлӑха пӗтӗмпех хакласа илчӗ. Хохол пуҫне усрӗ. Ҫав икҫунатлӑ москитсем хытӑ ҫыртнипе ҫулҫӳревҫӗсемпе вӗсен выльӑхӗсем питӗ асапланчӗҫ. Кунта вӗсем ӗмӗрте те пулман! Хамах кайса алӑк уҫрӑм. — Эпӗ сире пулӑшма хатӗр, Николай Петрович; анчах ӑҫта пире Либиха ҫитме! — Качча кайнӑскер-и вӑл? Ӑҫталла? — тесе ыйтрӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле хапхапа П саспалли пек темӗнле тӗлӗнмелле япала илсе килнӗ. Карап ҫинче кӗрешнӗ чухне эпӗ Чилие ҫитме ҫеҫ шухӑшланӑччӗ. Маякпа радиостанци хушшинче телефон линийӗ пур, вӑл вӑхӑтлӑха кӑна та мар, ӑна яланлӑхах, юпасем лартса тунӑ. Никам курӑнмасть пулсан та, камран та пулин хӑрамалли пурах. Хӑрушшӑн туйӑнса каять: ҫак пӗрремӗш пассажир карапӗ Уйӑх ҫине мӗнле анса ларӗ-ши? Парти кашни ӗҫ ҫинех пӗтӗм ӗҫхалӑхне тимлӗн ҫаврӑнтарса пӑхтарас ӗҫе туса пырать. (Ма аттене Петр Васильевич тесе чӗнеҫҫӗ. Санин чарӑнса тӑчӗ. Суда пит асла хурса хисепленипе вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, суд умӗнче хӑйне хӑй айӑплама та хатӗр пулнӑ. — Ҫапла… — тенӗ Кольхаун пӑртак иккӗленсе, сӑмахне калама хӑяйман пек. — Эпӗ… Эпӗ каласшӑнччӗ… — Манӑн халлӗхе ун ҫинчен калаҫас килместчӗ, — тенӗ плантатор, малалла мӗн калассине кӗтсе тӑмасӑр. Акӑ ҫӳлтен чуна ҫурса яракан сасӑ илтӗнчӗ, унтан вара, кисточка ҫинчен хура тумламсем сирпӗннӗ пек, темиҫе бомба ҫӗрелле вирхӗнчӗҫ те аялалла аннӑҫемӗн пысӑклӑнсах пычӗҫ. Ҫапах та Алексей хӑраса ӳкмерӗ, бомбӑсем ӑҫта ӳкнине курас тесе вӑл пуҫне кӑштах ҫӗклерӗ. Кирила Петрович ӑна тимлӗн итлесе тӑчӗ. Тӗкӗр умӗнче ҫӳҫне тураса тӑракан Ҫемен кӑмӑлсӑр хушса хучӗ: — Мӗн эсир ялан темле секретсем тупатӑр? — Мӗн? — Эпӗ те сирӗнпе пӗр шухӑшлӑ. Хӗвелтухӑҫ енчи ҫырансенче — Туфольд бухтинче, е Эдем хулинче — Гарри Грант акӑлчансен колонинче хӳтлӗх ҫеҫ мар тупнӑ пулӗччӗ, унтан вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывне те тавӑрӑнма пултарӗччӗ. Ҫав телейсӗр ачана вӑл халь авӑр тӗпӗнче ахалех пулӑшу ыйтса асапланса выртать тесе шухӑшланӑ. Ҫавӑн пек каланине хирӗҫ Микель сӑмах та чӗнмелле мар тесе шутларӗ, вара контрабандист кулкаласа:— Манӑн тӑван шӑллӑм ҫавна тума килӗшмесен, эпӗ ӑна та вӗлернӗ пулӑттӑм, — терӗ. — Мӗнле унта вӗсем, генерал юлташ? Тусанпа витӗннӗ машинӑсенчен медицина службин петлицисене ҫакнӑ темиҫе командир тухрӗ. Эпир ӑнӑҫлӑ саманта кӗтсе, яланах сыхлӑхлӑ пулмалла. Апат-ҫимӗҫ, хӗҫпӑшал халь ытлашшипех. — Ку вӑл кашкӑрсем те мар, тилӗсен хӑйне евӗр йӑхӗ, тӗрӗсрех вӑрман йыттисем. Джим кӗсменсем тытрӗ, хамӑр сулла хӑваласа ҫитес тесе хӑвӑртрах ишме тытӑнтӑмӑр. Кунта вельможӑсем те, судьясем те, сӗрме купӑс калакансем те, ташлама вӗрентекен учительсем те ҫук. Ирӗк илнине! Вӑл хӑй тивӗҫлӗхне ҫапла ҫирӗп тыткалани хӗрӗн мӑнкӑмӑллӑхне, шикленессипе иккӗленӳлӗхне пусӑрӑнтарнӑ. Ҫакӑн пек ишсе хаклӑ вӑхӑт усӑсӑр иртнӗ. Юлашкинчен, ҫӗнӗ Конституци проекчӗн тата тепӗр уйрӑмлӑхӗ. Йытӑ ҫуккине пӗлсен, вӗсем часах пӗтӗм кӗтӗвӗпе пуҫтарӑннӑ. — Вара старик каллех пуҫне хуйхӑллӑн сулласа илчӗ. Эпӗ ӑна ним чухлӗ те юратмастӑп! Носков шпион пулсан — ӑна Мирон пӗлетех ӗнтӗ. — Ҫапла, — терӗ вӑл, фельдфебель умне чарӑнса тӑрса, — йывӑр лавпа ҫӳрекеннисене ырантан пуҫласа тата тепрер гарнц хушса памалла пулать, унсӑрӑн вӗсем пирӗн ытла начарланса кайрӗҫ. Капла кӑшт ҫӑмӑлрах. Эпӗ ун патне пытӑм: вӑл аллине ман пуҫӑм ҫине хучӗ те, сасартӑк ҫӳҫӗмрен ярса илсе, туртса пӗтӗрме пикенчӗ. Вӑл унӑн трагедине ӑнланать, хӑйӗн кӗске пурӑнӑҫне партие панӑ Павелшӑн кӗрешӳрен татӑлса инҫетри тыла куҫни хӑрушӑ иккенне пӗлет, ҫавсене шута илчӗ те, Аким хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума шутларӗ. Ман пуҫра ҫавнашкал шухӑшсем нумай тӗвӗлентернӗрен тата пайтах мораллӗ асапсем кӳнӗрен, пӗррехинче мӗн пулнине эпӗ нихҫан та манас ҫук. Юнӑм вӗресе хускалчӗ манӑн, кулкаласа ҫеҫ пуҫланӑскере чӗререн тарӑхса пӗтермелле пулчӗ. Акӑ вӑл, тикӗтленӗ атӑ тӑхӑннӑ, хытса ларнӑ алӑллӑ ним мар хресченӗн чӗринче чӑн-чӑн гармони, ҫутҫанталӑка чунпа туйма пултарни упранса тӑрать. Килӗшетӗн-и? Чӑптунта мӗн пур унта сан? — сасартӑк ман енне ҫаврӑнчӗ вӑл. Сумкине городовой туртса илчӗ. Халӗ акӑ вӑл, ҫапса хуҫнӑскер, фронта тытса тӑраймасть, унӑн ӗнтӗ тылри лазаретсем тӑрӑх ҫӳресси ҫеҫ юлнӑ. Шӑпланӑр… — Тупа тӑватӑп, вӗсем мӗнле те пулин чееленеҫҫӗ, — терӗ вӑл. — Сулӑ, — тетӗп эпӗ. — Мӗн, паян мӗн те пулин пулмасть пулӗ те? — шикленерех ыйтрӗ Михайлов, пӗрре Калугин ҫине, тепре Гальцин ҫине пӑхса илсе. Пӗрре Глюмдальклич мана хӑйӗн пӳлӗмне питӗрсе хӑварчӗ те, хӑй таҫта ӗҫпе е такам патне тухса кайрӗ. — Ку ачана ӑҫта илсе каятӑн? — ыйтрӗ Муратлийский арӑмӗ, ҫумӑра пула унӑн сасси те ытла йӑваш илтӗнчӗ. Артамонов, юханшыв леш енче сулхӑнрах пуласса шанса, ҫавӑнта кайрӗ; унта хыр айӗнче, хӑй Ильяпа хирӗҫнӗ ҫӗрте, Серафим ӑна шурӑ хурӑн турачӗсенчен темле трон пек вырӑн туса паначчӗ. «Эхер эпӗ унпа пӗрле туртсанах рама тухас-тӑк, — шухӑшласа илтӗм эпӗ, — ҫылӑх пулать, эппин паян урӑх вӗренмелле мар». — Ҫапла ҫав, мӗн пурӗ те ҫакӑ кӑна юлнӑ. Виҫӗ ҫын валли пӗр татӑк типӗтнӗ аш татӑкӗ ҫеҫ. Акӑ, Давыдов юлташ та ҫирӗплетме пултарать. Вӑл темле, шанмасӑр, пӗрре ҫурт хуҫи ҫине, тепре хамӑра ҫул кӑтартса параканӗ ҫине пӑхса илет. — Ҫапла. — Анчах эсӗ ан ҫатӑлтат, ман валли кӑвас илсе килме хуш; лар та — сана сахал, анчах чылаях витӗмлӗ сӑмахсемпе хам мӗн пӗлтернине итле. Ухмахсем жулик пулса пурӑнмаҫҫӗ. Вӑл Вӑтаҫӗр тинӗс хӗрринче ӳссе кӑвак хумсене курма хӑнӑхнӑ. Анчах хытӑ юхакан шывсем Артура яланах илӗртнӗ, ҫавӑнпа та вӑрлӑхсенчен ыткӑнса юхакан шыва курсан, вӑл калама ҫук хӗпӗртерӗ. Ҫак карапӑн командирӗ Эйбрегем Беннелл капитанччӗ. Ту хысакӗ вӗҫленсе пырать. Мӗнле ҫӗнӗ япала пӗлсе илтӗм эпӗ, мӗн пулчӗ вӑл ҫавӑ — эпӗ ӑна хам та лайӑххӑн ӑнланаймарӑм, анчах кӑмӑл-туйӑм ҫапла ҫӗнелнине туйма питӗ аванччӗ. Джемма, чунӑм, эпир ун ҫинчен калаҫма пуҫларӑмӑр пулсан, сире пӗтӗм тӗрӗслӗхе каласа парам эппин… Вӑл мана ҫапла каларӗ: ҫав телейсӗр ӗҫ ҫинчен аса илни Джеммӑна яланах асаплантарать, ҫавӑнпа та эсӗ, унӑн тусӗ пулса, ӑна ҫав шухӑшсенчен пӑрма тӑрӑш, — терӗ. Вӗсенчен пӗри кимӗ хӳринчи кӗсмене ярса тытрӗ те кимме меллӗн кӑна юхӑм урлӑ тӑратрӗ. Вӑл ларсанах президиумра тӑвӑрланса кайрӗ, ӗнтӗ юбилей те Кораблевӑн мар пек, унӑн юбилейӗ пек туйӑнчӗ. «Миҫе пӑт тулӑ хыврӑн?» — васканипе тӳсеймесӗр ыйтнӑ Батальщиков. Вӑл мӑйне кӑрт-карт турткалантарса илнӗ, пурин ҫине те хӑйӗн пысӑк намӑссӑр чарӑлса тӑракан куҫӗсемпе шӑтарасла тӳррӗн пӑхнӑ — куҫӗсем унӑн ниме те ӗненмен, шанман пулмалла — вӑл юрлакаласа, шӑна пек нӑрлатса, иртен пуҫласа каҫченех пир пӑсса ларнӑ, ун ҫине ула-чӑла картинкӑсем сӑрланӑ. Ку пысӑк чӗрне йӗрӗсем вӗт. — Мӗнле вара эс, ларса пӑхма шутлатӑн-и? — ыйтрӗ урядник, старик мӗн каланине илтмӗш пулса. Маркиз чарӑнса тӑчӗ. — Эсӗ, вӗсем укҫана илсе кайнӑ тетӗн? Шӑп вӑрҫӑ пуҫланас умӗн вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче ҫарансем хушшипе авкаланса выртакан ансӑр юханшыв хӗрринчи пӗчӗк ялта пулнӑ. Унтан иксӗмӗр те анса лартӑмӑр та, мӗнпур вӑйпа ишсе, ҫыран хӗррипеле кайрӑмӑр. Ҫурӑмӗсем хыҫне рюкзаксем ҫакнӑ хӗрарӑмсем таса вӑрманта хӑрӑк турат пуҫтараҫҫӗ. «Музыки» пит йывӑрскер пулас, мӗншӗн тесен ӑна антарнӑ чухне урапа шатӑртатни, ҫынсем ахлатса, хашкаса сывлани илтӗнет. Ку хушӑра шкуна, пӗр енчен тепӗр еннелле пӑркаланса, йӗри-тавра ҫаврӑнса илчӗ те, каллех пуҫӗпе ҫиле хирӗҫ тӑчӗ, унтан чарӑнчӗ. Тухатмӑш карчӑк, хӑй тӗттӗмре иккенне туйса, сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ. — Здравствуйте! — терӗ амӑшӗ, ҫын килсе кӗнӗшӗн те, пӗччен ҫӗр каҫмалла пулас ҫуккишӗн хӗпӗртесе. Ӑҫта ӗнтӗ мана? Акӑ тата темиҫен килсе кӗчӗҫ: Алафрангов иккен, Стефчов, Ставри пуп, Нечо Пиронков тата тепӗр ҫамрӑк учитель. Хӗр-манах хӗпӗртесе ӳкрӗ. Офицер хӑйӗн денщикне васкатать: мӗнле те пулин хӑвӑртрах ҫитес килнӗ пек туйӑнать ӑна. Анчах эпӗ пӗлетӗп, лайӑх пӗлетӗп — эпир пӗр-пӗрне кирлӗ ҫынсем, ҫавӑнпа та хӑвӑр пата кирлӗ мар кӳрентерӳсемпе чӗрене ыраттаракан япаласем урлӑ пыртарни манӑн пӗтӗм кӑмӑла хуҫать. Ман ӑна хывса пӑрахма юрамасть. — Ҫитеҫҫеӗ, сэр, эпӗ мӗн кирлине пурне те Талькагуанора ҫителӗклех хатӗрлерӗм. Кирлӗ пулсан, вӗсем Капштадтра татах та тупӑнаҫҫӗ. Ку ахаль карттӑ, анчах ҫапӑҫу операцийӗсене ирттерме сире кунтан тӗплӗрех карттӑ кирлӗ мар. Анчах, сире тӳррипе калатӑп, ҫыран патнелле ҫывхарнӑ чухне те Билль Галлей урӑлса ҫитеймесен, манӑн умра пысӑк йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ. Чӗлӗмне чӗртсен, вӑл урайне тӑтӑшах сурса, Николай еннелле ҫаврӑнчӗ. — Кам? Давыдов лучӗркенӗ кепкине икӗ аллипе те кӑкӑр ҫумне пӑчӑртарӗ: — Утӑ ҫулса пӗтерсен кирлӗ таранах кӗлтӑвӑр, анчах халӗ вӑхӑт ҫук. * * * Контрреволюциллӗ каварпа Дон ҫинче пулмалли восстанин ҫӑмхи майӗпенех, кунтан-кун сӳтӗлсе пынӑ. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, мана курчӗ те самантрах ура ҫине сиксе тӑчӗ… — Вӗренни — ухмаха тухма кӑна пулӑшать, — татӑклӑн каларӗ старик. Хӑшӗсем, вӑл шутрах Лукашка та, ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Гарри Грант тытнӑ ҫӗрсене курса ҫӳреме темиҫе сехет кирлӗ пулчӗ. Эпӗ вилнӗшӗн эсир те савӑнаймӑр! Эпӗ мӑнкӑмӑлланма пуҫларӑм; хам ҫамрӑк пулин те, эпӗ пачах шуткӑ мар ӗнтӗ тесе, чӑнласах шухӑшлама тытӑнтӑм. Унӑн педагогика меслечӗсем кӑна мар, вӑл хӑй куҫ тӗлне пулни те пӗрне ҫеҫ мар сехре хӑптарма пултарнӑ. Хунарпа ҫутатрӗҫ. — Ну, пуҫла! — Хӑйӗн, тетӗп. Амӑшӗ те, кулӑшла пулсан та, тӳсме ҫук ухмах; тӳрккес ашшӗ, ватӑ упа ҫынсемпе пурӑнма пӗлмен, ӳсӗр те лапӑрчӑкскер, унтан та ытларах ухмах. Сӑрӑсем илме халь укҫа пур; апат-ҫимӗҫ валли, ҫи-пуҫа тирпейлеме, хваттершӗн тӳлеме пур; текех мана никам та кансӗрлемест, йӑлӑхтармасть; лайӑх манкен туянатӑп, гипсран торсик тума паратӑп, урасем туса Венерӑна лартатӑп, чи лайӑх картинӑсен гравюрисене илсе тултаратӑп. — Э, шуйттан илесшӗ эсӗ! — Ах, выльӑхсем, вӗсем ӑна типӗтсе янӑ вӗт! — Итлесем, чиперкке, — терӗм эпӗ хӗре. Пӗр самантлӑха вӗсем чарӑнчӗҫ, анчах ҫумӑр вӑйлӑрах вӗтӗртетме тытӑнчӗ. — Ҫук, ку эпӗ, — терӗ шӑппӑн Александра Ивановна, хӑй алӑк патне чарӑнчӗ те ун ҫине пӑхрӗ, анчах куҫӗсем палӑртми пулчӗҫ, вӑл тӗлӗкри пек кӑна илтрӗ, тӗлӗкри пек ҫеҫ туйрӗ. — Эсӗ?.. Хӳме ҫумӗнче тӑракан мӗлке кӑшт хускалчӗ те хуллен:— Эсӗ… Тӗрӗс юрларӗ вӑл: «Пирӗн ялта пӗр-пӗринпе хутшӑнмаҫҫӗ» терӗ. Тухтӑр пул, э? * * * Варя Харламова хутора килсен темиҫе кунтан Шахты хулинчен Андрей Разметнов таврӑнчӗ. Ӑна хӗнеҫҫӗ, анчах вӑл хӑйӗннех кастарать. Ҫакӑн пек илемлӗ алӑран… — Пилӗк пин ҫителӗклӗ пулать-и? — тесе ыйтнӑ вӑл. Хурсам мана, пичет пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине! Хуҫи пуҫне тайнӑ та, пурте шӑпланса ҫитсен, малалла выляма тытӑннӑ… Анчах питӗ хӑвӑрт вӗҫнипе вӑл Ҫӗр ҫине те каялла ӳкмен, Уйӑх патне ҫитсен, ун ҫине те ӳкмен — малаллах, тӗнче уҫлӑхнех вӗҫнӗ. Унӑн пичӗ те, аллисем те ҫав териех шурса кайнӑ. Тепӗр тесен, капла лайӑхрах та: хӗрарӑмсем эпӗ ҫыртса илесрен хӑраса тӑмӗҫ. — Эсир халӗ ҫеҫ килтӗр-и? — Шуйттан пӗлет-и, сире халӗ ку ӗҫе тытӑнма аван пулӗ-ши? — терӗ те тухтӑр иккӗленерех сехетне кӑларчӗ. Унӑн величестви король витӗрех эрехпе касӑлнӑ, вӑл пӗр чарӑнми хӑватлӑ сӑра — «помбе» настойкине, уйрӑмах эрехе, Алвиш илсе пырсах тӑракан эрехе, пӗр урӑлми ӗҫет. Мана хурт-хӑмӑр вӗллинче, кӑткӑ тӗмисенче мӗн ҫукки — пӗтӗмпех кирлӗ: мана искусство, поэзи, архитектура памятникӗсем, генисем, геройсем кирлӗ. Курнӑҫӑпӑр-ха эпир. Вара пурте йӗркеллех пулӗ. — Эсир ӑҫта, гражданин? Палланӑ сасӑ. Ҫапла вӗсем пите-питӗн пӑхса тӑраҫҫӗ, иккӗшӗ те хӑрах урине малалла пуснӑ. Вара, вӗсен куҫӗ умӗнче хуҫа ятне епле те пулин ҫӑлас тесе, вӗсен ӗшенсе ҫитнӗ кӑмӑлне каллех хӑй енне ҫавӑрас тесе, вӑл пӗтӗм кӑкӑрпа карӑнса илсе, питҫӑмартийӗсене кулӑшлӑн хӑпартса, витӗмлӗ сасӑпа:— Виҫӗ витрелӗх паратӑп! — тесе персе янӑ. Уйрӑм паллӑсем: кунашкаллисем ҫук. Сирӗн пуҫӑрта ӗҫ шухӑшӗ мар. — Браво, Роберт! — терӗ Гленарван. Кала ӑна, арӑм килӗшмест тесе, килӗшмест те, килӗшмест те! Ҫак ырӑ туйӑма вӗсем хӑйсен тӑванӗсемпе паллаканӗсем хушшинче кӑна мар, хӑйсен йӑхӗнчи чӗрчунсем хушшинче те палӑртаҫҫӗ. — Мускава ҫитмешкӗн вӗсен пуҫӗсем те ҫитес ҫук! Ҫавӑнта пулнисем хушшинче пӗр ҫынӗ хӑй ӑшӗнче ҫавна пит те кӗтсе тӑнӑ, тепришӗн вара ҫавӑ хӑй вилсе выртнипе пӗрех пулнӑ. «Пилигримӑн» яланхи команди питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗ: кӑҫал карап кит ҫӑвне икҫӗр пичке сахалтарах хатӗрлерӗ. Пӗрремӗш проект тӑрӑх, вӗсем калаҫу чӗлхине аванлатасшӑн, ҫак тӗлӗшпе пуплеври сӑмахсене сахаллатасшӑн, глаголсемпе причастисене кӑларса, нумай слоглӑ сӑмахсенчен пӗр слоглӑ сӑмахсем тӑвасшӑн. Каҫ кӳлӗм Петровна пире, атте сывлӑхӗшӗн кӗлтума тесе, чиркӗве ертсе кайрӗ. Хамӑр тухтӑр патне… Кай, — терӗ. — Ан суй, мучи! Эпӗ халех… сӑххисенчен ӑна… Урамӑн аякри вӗҫӗнче вӑл виҫӗ тӗрӗке курах кайрӗ. Дик кӑлӑхах сӑмсах ҫумӗпе тӑсӑлакан лутра ҫыранӑн хӗррине курасшӑн кармашрӗ. Пӑлхав пуҫланас каҫ, Уйрӑм пайра ӗҫлекенсене гранатӑсемпе ҫӗмӗрсе тӑкма, тӗрмерен арестленисене кӑларса яма тата, май килсен, вокзала хӑйсен аллине илме шутласа хунӑ пулнӑ. — Священниксем пирки эпӗ хамӑн аттепе калаҫрӑм, пӗлетӗр-и вӑл… — Джемма, сирӗн аҫӑр протестант. — Асӑнма пултарайман та вӗсем, — тесе килӗшрӗ Джон Мангльс, документсемпе карттӑсене лайӑхрах килӗштерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн. Мучи картусне хыврӗ. Пит-куҫӗ мӗскӗнленсе кайрӗ. — Сирӗнсӗр юлса хӑҫан канӑп-ши эпӗ? Эпир ҫынсемпе йытӑсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр, тульккӑш вӗсем пирӗнтен иртсе кайрӗҫ, эпир вӗсене куҫран вӗҫертрӗмӗр, кайран вӗсем юханшыв леш енче пек туйӑнчӗҫ; эпир кимӗ ҫине лартӑмӑр та унта каҫса кайрӑмӑр, анчах никама та тупаймарӑмӑр, вара тӑвалла ишрӗмӗр — малтан ҫыран ҫумӗпе ҫеҫ пыраттӑмӑр, кайран ывӑнса ҫитрӗмӗр те ҫывӑрас килсе кайрӗ; кимме кӑкарса, ҫывӑрма выртрӑмӑр, пӗр сехет каялла ҫеҫ вӑранса кунта каҫрӑмӑр. Сид почта кайрӗ — мӗн те пулин ҫӗнни ҫук-ши тесе; эпӗ акӑ кӑшт-кашт ҫикелемелли тупатӑп та, киле таврӑнатпӑр. Поляксем ҫитессе кӗтеҫҫӗ. Анчах, пурӗ те виҫ сӑмах ҫеҫ каласа, чарса тӑратнӑ ӑна патша: — Кам ирӗксӗрлерӗ сана? — Апла пулсан — хӗрарӑмсен… Эпӗ ку енӗпе питӗ ҫиллес. — Княжна та-и?.. Асаплантарса вӗлермелли вырӑн суйламалла, вӑхӑтне палӑртса хумалла тата хатӗрленсе ҫитмелле. Вара таҫта аякра, вӑрман ӑшӗнче, тӑмана ӳхӗрни, кашкӑрсем улани илтӗнчӗ, ҫавӑн пирки пӳртри шӑплӑх пушшех хӑрушшӑн туйӑнса кайрӗ. Пархатарлӑ туйӑмӑрсем тес-и? Тепӗр темиҫе кунтан эпӗ тата та ытларах тӗлӗнтӗм: ман патӑма арӑм пырса кӗчӗ, хӑй пӗтӗмпех макӑрса пӗтнӗ, ҫав тери пӑлханнӑ пирки, эпӗ хӑрасах кайрӑм. — Ну, шутник, шутник вара… — Аҫун укҫа хутаҫӗпе пулсан, аванрахчӗ… Санин ун патне ҫывхарчӗ те пӗр вӑхӑт ун ҫине пӑхса тӑчӗ. Халӗ унӑн музыки йӗркеллӗн кӗвӗленсе пырать. Вӑл хӑйӗн вӑйне ҫухатман, анчах халӗ темӗнле тарӑнрах илтӗнет. Анчах такам вӗсене пит хӑратнӑ курӑнать. Хӗвел ӗнтӗ чылай аяла аннӑ, анчах прерие лайӑх ҫутатса тӑнӑ-ха. — Тӳпери кайӑксене персе ҫӳретӗр пулас? Вӑрманти тискер кайӑксене?.. Кивӗ йывӑҫ, тусан, нафталин шӑршине, вуншар ҫулсем хушши усӑ курса пураннӑ кивӗ япаласен шӑршине туйсан, Алексей нумай ҫӗрте ҫӳренӗ хыҫҫӑн тӑван килне пырса кӗнӗ пекех хумханса кайрӗ. Катя манран темӗн пирки ыйтрӗ те эпӗ каласа патӑм. Вӑл аллисемпе сулкаланӑ тата тарӑннӑн ахлатса, мӑкӑртатнӑ: — Анне ҫуратнӑ чухнех манӑн ӑшра ҫылӑхсем пулнӑ! Пулма пултараймасть. Анчах тепӗр самантранах, ытти паруссем ҫаплипех хӑпарса тӑраҫҫӗ пулин те, кливер тепӗр хут шартлатса, усӑнса анчӗ. — Ӑҫта кӗтӳҫ? — тени илтӗнчӗ шыв хӗрринчен. Ҫав самантрах, ҫывӑраканӑн куҫ-хупанкисем ярах уҫӑлчӗҫ, хускавсӑр куҫ шӑрҫисем ҫинче ҫутӑ пайӑркисем ялкӑшса илчӗҫ, ҫамрӑкӑн пуҫӗ, ҫав ҫутта хирӗҫ, минтер ҫинчен ҫӗкленчӗ. Курӑк, шыва ҫитиех усӑнса тӑрса, кимӗ хӳринчи кӗсмене те хуплать. — Малалла хӑвӑртрах каймалла! — терӗ Талькав. — Кам шӑхӑрма шутлать кунта? — кӑшкӑрса ыйтрӗ ҫав парта хушшинчех ларакан тепӗр ҫын. Граф ӑна ҫыру вуласа пачӗ, ҫырура Геновева хӑйне вӗлерекене каҫаратӑп тенӗ. «Дункан» — вӑл Малькольм-Кэстль, ҫак анлӑ океан вара — Ломонд кӳлли! — Мӗн калаҫатӑн эсӗ! Инҫетри пурнӑҫӑн тӑвӑлӗсемпе хумханӑвӗсем ҫинчен те вӑл, усадьбӑри яланхи пек лӑпкӑ кунсен сулхӑнӗнче, сад шухӑшлӑн пӑшӑлтатса кашланӑ май илтӗнекен калавсем тӑрӑх кӑна тӗшмӗртнӗ. Ҫакӑ пурте ун умне темӗнле асамлӑ сӗм тӗттӗмлӗх витӗр юрӑ евӗр, былина пек, юмах майлӑн тухса тӑнӑ. Ҫав тери йывӑр ҫулпа пин ҫурӑ миля утса тухмалла-ҫке вӗсен, тӗрлӗ йӑхсен патшисем пӗр-пӗринпе вӑрҫакан вырӑнпа иртмелле, унта чӑтма ҫук начар ҫанталӑк. — Сывӑ пултӑр король! — кӑшкӑрса ячӗ дружина начальникӗ. Ҫӗршер пӑшал пӗр харӑс пени кӗрлесе кайрӗ. Сасӑ ҫук! Колоннӑн чылай пысӑкрах пайӗ сӑрт ҫине хӑпарса ҫитейменччӗ. Ҫавӑнпа вӑл хамӑр тупӑсен снарячӗсенчен хӳтӗленсе юлчӗ. Тӗтреллӗрех ӑрша витӗр хӑйӗн манӑҫа тухман ҫамрӑклӑхне, хӑйӗн вӑраха пыман телейне курса илме хӑтланнӑ пек, хӑйӗн пуклак та вӑйлӑ пӳрнисене хӗреслетсе, шӑлне ҫыртса, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрти тӗтрелӗхе куҫа хӗссе пӑхма-и? — Пире пӗтӗм ҫула туса пӗтерме те ҫирӗм пилӗк кун кӑна параҫҫӗ, эсир пӗр тӗмене чавса тухма вунпилӗк кун шутлатӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Хомутов, уссийӗ вӗҫне тути хӗррипе ҫилӗллӗн хӗстерсе. Тюленсемпе тинӗсӗн ытти чӗрчунӗсем кунта питӗ нумай, вӗсем пурте ҫавсене тытма килнӗ пулнӑ. Захаров савӑчӗн хирӗ. Тепри пулсан ҫакӑн пек арӑм патӗнчен… пӑрахса та кайман пулӗччӗ-и тен. — Урӑхла мӗнле пултӑр-ха? — ыйтрӗ Катя. Пӗрре ҫапла Жухрай Павкӑна электростанци килкартийӗнчи вутӑ куписем хушшинче чарчӗ те кулкаласа: — Аннӳ сана ҫапӑҫма юратать, — тет. — Мӗнле пӗрлӗх? Тачка икӗ хама хушшине хӗсӗнсе ларчӗ те бортран ҫыран хӗрринелле килекенсем чарӑнса тӑчӗҫ. Сталин каланӑ: Ступина тусене тепӗр май ҫавӑрса лартма пултарать, тенӗ… — Ҫапла. Павӑлӑн аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек хуп-хура ҫӗлӗкӗ айӗнчен тар шӑпӑр татса юхать, пичӗ-куҫӗ ҫунса тӑрать. Тутисене ейсе пӑрахнӑскер, вӑл пешнине пӗтӗм вӑйпа, тарӑхсах тӑрӑнтарать. Анчах нимӗн те шухӑшласа пӗлеймерӗм. Анчах вӗсем эпӗ ҫуккине курсан, эпӗ вӗсен умӗнче пынине манса кайнипе, тен, каялла кайма та пултарӗҫ. — Ҫав ҫын кинжалпа хӑйӗн ятне касса ҫырса хӑварнӑ. — Вара вӑл хайхи тӑватӑ ҫын енне ҫаврӑнчӗ те: — Эсир те Мехмед енне ҫаврӑнса тӑрӑр! — тесе хушрӗ. — Ӑнлантӑн-и, — терӗ Гек юлашкинчен, халапӑн чи пысӑк теми патне таврӑнса, — «иккӗмӗш номертен» виски ҫӗкленӗ ҫынсем укҫине те кӑларса кайнӑ. Кирек мӗнле пулсан та, пирӗн ӗҫ пӗтнех ӗнтӗ, Том. Урӑх нихҫан та апла хӑтланмастӑп, нихҫан та. Итле, килӗштерер… юрать-и? — терӗ. Эпӗ ҫӗкленсе, чӳречерен пӑхрӑм. Гусев скелетӑн ҫӗрсе кавсӑлнӑ тумтирӗнчен вӑчӑрапа ҫыхӑнтарнӑ, виркӗс, ҫап-ҫутӑ, ҫӗр пек тӗттӗм пысӑк икӗ чул вӗҫертрӗ. Парсамӑр пире чул чӳлмек! Паллах, кайӑк-кӗшӗксене тӗкӗнме кирлӗ пулман, анчах пӗрре пӗрлештернӗ пулсан, каялла чакма та юрамасть. А унӑн помощникӗ? Ҫавӑнпа халӗ вӗсем Вайката юхан-шывӗн ҫӳл енчи облаҫӗсене тарса хӑтӑласшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакна пӗлес тесен, виҫҫӗмӗш шӑтӑк тумалла, — кӑткӑ йӑвин шӗвӗр тӑрринче. Сасартӑк сире хӑрушӑран та хӑрушшӑн кӗмсӗртетнӗ сасӑ чӗтретсе илет, вӑл сирӗн хӑлхӑрсене хупласа хунипе ҫырлахмасть, пӗтӗм кӗлеткӗре чӗтретсе илет. Ферма енӗпе савӑнӑҫсӑр, усӑсӑр ӗҫсем кулленех ӳссе пынӑ. Тара тытнӑ ҫынсемпе аппаланасси чӑтма ҫук пулса тӑнӑ. Пӗрисем — расчёт пама е ӗҫукҫи хушма ыйтнӑ, теприсем — задатоксене илсе туха-туха кайнӑ; лаша таврашӗсем вутри пек ҫунса пӗтсе пынӑ; ӗҫсене тирпейсӗр тунӑ; Ҫар пехоти офицерӗн пысӑк, ҫӳллӗ материсем ҫинчен шутлама юрамасть, кулӑшла та тискер япала ку. Апла тесессӗн, ҫав философи, мур ҫиесшӗ, — ниме тӑманскер, пушӑ та тӑрлавсӑр пакӑлтату. — Вӑйсӑр? Американка пулӗ тетӗп. Ҫакӑн пек генерал пулса тухрӗ те вара манран. Ҫапла майпа вӑхӑт кӑнтӑрланалла ҫывхарчӗ. Тинӗс хумӗсем пирӗн пуҫсем урлӑ каҫа-каҫа каяҫҫӗ. — Эс пур, пӗлместӗн. Мӗн ҫухаттӑр вӑл, мӗнне хӗрхентӗр?.. Хуҫи каҫпа пулӑ тытса таврӑнчӗ те, ӑна хваттершӗн тӳлессине пӗлнӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн карчӑкне ӳкӗтлесе лӑплантарчӗ, Ванюша мӗн тума хушнисене турӗ. Шанатӑр-и? Лаша ҫинчен анӑр та ман пата кунта килӗр. — Эх, эсӗ хӗрарӑмран вӗренетӗн! — Эпӗ асӑрхаман сана! — тет хӗр ачашшӑн, сасси вара хӑйӗн флейта юрланӑ пекех янӑрать. Чӑнах та ӗнтӗ, крушени хыҫҫӑн Айртонсӑр пуҫне тата Грант капитанпа икӗ матрос ҫӑлӑнма пултарнӑ тесен, кунта ӗнтӗ иккӗленсе тӑмалли нимӗн те ҫук. Ҫук кун пекки пулман! Ҫатан карта алӑкӗсене яриех уҫса пӑрахнӑ, вӑрӑм ҫӗр тӑршшинче автан сасси те пулин илтӗнмест; ҫӗр хута выртса мӗн вӑхӑт ҫитнине те пӗлме ҫук. — Эсир фронтран мар-и, Александра Ивановна? — ыйтрӗ санинструктор Фрося. Ирпе, тӑхӑр сехет тӗлӗнче, ҫӗр ҫине ҫитесси тепӗр мильрен ытла юлман. Е материал ҫитмест вӗсен, е сада сукмаксем тасатма яраҫҫӗ. Мӗнле хӗрарӑм пулнӑччӗ, паттӑрччӗ, э? Хӗрупраҫсем Тимофей ҫумӗнчен тӗр-парах тарса пӗтрӗҫ. Ашшӗнчен те, хӑйсем патне ҫӳрекен хӑнасенчен те илтнӗ вӑл хӑй Огнянова тавӑрса каланӑ сӑмаха, эппин, мӗншӗн халь пурте пӑшӑлтатаҫҫӗ, хӗрача ҫавна ниҫтан та тавҫӑраймарӗ. Базаров анаслама тытӑнчӗ. — Эпӗ ҫулҫӳревҫӗсене Морфей ытамне кайма та вӑхӑт тесе шутлатӑп, — асӑрхаттарчӗ Василий Иванович. «Йӑлтах ҫак ылханлӑ влаҫа пула! — хӑй ӑшӗнче ӳпкелешрӗ вӑл. Хосэ панӑ-ши ӑна? Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ. Ҫӗрлехи штурм. Ӑҫта? Вӑл сӗтел ҫине сарӑ укҫасене пӗр купа кӑларса хучӗ те ҫапла каларӗ:— Акӑ! Мӗн каларӑм эпӗ сире! Амӑшӗпе хӗрӗ, урисене хуҫлатса, сӗтел патне ларчӗҫ. Сулахай куҫӗ ӗмӗрлӗхех кӑшт хӗсӗнсе ларнӑ. Контузи хыҫҫӑн пулса юлнӑскер пулмалла; ҫав куҫ айӗнче типсе хӑрнӑ кӗрхи ҫулҫӑ пек вилӗ ӳт пӗркеленчӗкӗ катрашкаланса тӑрать. Пытарӑнчӑклӑн та хӗрӳллӗн хумханса пӑлханас килни палӑрса тӑчӗ пур ҫӗрте те: ҫурхи ӑнланса пӗтерме ҫукла ароматсемпе тулса ларнӑ ҫак ҫемҫе сывлӑшра та, ҫак шӑплӑхпа тӗттӗмлӗхре те, ҫак ӑшӑ пек курӑнакан ытлашши ҫутӑ ҫӑлтӑрсенче те; амалӑх ҫунавӗпе тирпейсӗртерех хӗрӳлӗх сисӗнчӗ тӑпрара та, ӳсентӑрансенче те, йывӑҫсенче те — пӗтӗм тӗнчере. Шкул пурнӑҫӗн малтанхи кунӗнчех, Фома, чӑрсӑр алхасусен ҫӗкленӳллӗ шавӗпе тата чӗрӗ те тӑвӑллӑ вӑйӑ-кулӑпа алчӑраса кайнӑскер, ачасен хушшинчен уйрӑмах иккӗшне асӑрхаса илнӗ, — вӗсем уншӑн ыттисенчен интереслӗрех туйӑннӑ. Ҫук, вӑл мар пулӗ ҫав! Дежурнӑй хӑвӑрт тухса кайрӗ. Станичнӑй килсен те, ямастӑп. — Курнӑҫу пӗтрӗ! — тесе пӗлтерчӗ надзиратель, сехет ҫине пӑхса. Эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм: чӑннипех те мӗн интереслентернипе танлаштарсан, ыран мӗнле кӗвӗсем каласси вӗсемшӗн ниме те пӗлтермен. — Эсир тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать мана. Эпӗ иккӗмӗш хута хӑпаратӑп та хура хӑма ҫинче летчиксен шкулне илнисен спискине куратӑп. Акӑ хӑҫан чӑннипех хӑраса ӳкетӗн иккен. Трофимыч асатте, мӗнпур дворовӑйсен тӑванӗсене тӑваттӑмӗш ӗмӗр таранах пӗлекенскер, пӗрреччен, темӗнле майпа Степанӑн тӑвӑнӗ вилнӗ улпут Алексей Романыч бригадир походран хӑйӗн лавӗ ҫине лартса таврӑннӑ тӗрӗк хӗрарӑмӗ пулать, тесе каласа панӑччӗ. — Тӑхӑр ҫул кӑна-ха, Анна Степановна. — Мӗншӗн курӑлтӑк-мурӑлтӑк мар? — кӑшкӑрчӗ вӑл ухмаха ернӗ ҫыннӑн тискер сассипе. Укҫи чылай тӑккаланнӑшӑн ҫеҫ тӑваҫҫӗ вӗсем ҫак чуна килентерекен ӗҫе. Анчах, Андрей, санӑн чупма, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе сӗтӗрӗнсе ҫӳреме пӑрахмалла мар-и? Такки ӑнланаймарӗ ӑна Квейс, вара, ку староста манпа «вырӑсла» шӳт тӑвать пуль, тесе, эрех ӗҫсе самаях хӗрнӗскер, кӑмӑллӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. Бей, юрӑ сӑмахӗсене пӗлмест пулсан та, юрланине кӑмӑлне хывса итлерӗ. Эпӗ профессора хӑйӗн хунарне галерея стенисен еннелле тыттартӑм. Эпӗ ӑна сивӗ ҫын тесе шутлаттӑм тата ун умӗнче хам чылай ҫылӑхлӑччӗ: ун пахчинчи беседкине чулсемпе персе вататтӑм, ун ачисемпе хирӗҫсе пурӑнаттӑм, пӗтӗмпе каласан, хӑйне кӑмӑла кайман япаласем эпӗ сахал мар тунине вӑл мана астутарма пултаратчӗ. Унта темле тӗлӗнмелле япала пытанса тӑрать. Унта кайран мӗн пулса иртнине вара — никам та пӗлеймерӗ. «Ара, илӗр пӗтӗмпех», терӗ Бульба: «мӗнпур пеккине йӑлтах илӗр, камӑн мӗн пур — тултарӑр: алтӑрпа, лаша шӑваракан савӑтпа, алшышпа, ҫӗлӗкпе ӗҫӗр, ним те ҫук пулсан, йӗкӗр ывӑҫӑра тытӑр». Анчах халӗ эсир иксӗр пӗрле ӗҫлеме пултаратӑр-и е малалла та интрига тӑвасшӑн, пӗр-пӗринпе килӗштермесӗр пурӑнасшӑн? Пирӗн пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: эсӗ, ват ухмах, халичченхи недоимкӑсене пухас вырӑнне, ялта йӗрке тӑвас вырӑнне, ху ухмаха ернӗ, иртӗнсе ҫӳретӗн…» «Туршӑн та акӑ! — терӗ голова, — нимӗн те илтместӗп!» Писӑр каллех ҫӗнӗрен вулама пуҫларӗ: «Голована, Евтух Макогоненкӑна приказ. — Ҫыртмаллийӗ чаплах мар, анчах, выҫӑ пулсан, ҫӑмарта ӑшалама май пур. Сикме пулать. Дик Сэнд пуҫне пӑркаларӗ. Ромашов пычӗ. Ӑнланать, — тетӗп, — шансах тӑрӑр». — Сирӗн енче миҫе, мистер Трелони? — Эсӗ… Апла-а… — тенӗ те Матрос тӑсарах, каллех шӑпланса, ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӳллӗ те кӑшӑркка курӑк чӑтлӑхӗ витӗр тухрӑмӑр. Лашана уттарса ҫеҫ пыратӑп, часах чарӑнмалла та пулчӗ: лаша мӗнле хӑваласан та малалла пӗр утӑм та утмасть. — Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ, Том Сойер? — тетӗп эпӗ. — Ҫук! Ҫук! Е Хӗрлӗ Ҫар саншӑн кино-и? Лӗркке те — пире пар. Пӗр-пӗр тимӗрҫӗ-колхознике парнелетӗп те акӑ, ӗҫӗ те пӗтрӗ», — шутларӗ вӑл чемоданне ҫуна ҫине пӑрахса. — Ман тухмалла-и? — терӗ вӑл испанилле. Чӗре вӑл — пире канаш парас енчен начар япала. — Ну, Лукашка, хӑть мӗн ту; ачасене витре эрех лартатӑнах, — хаваслӑн хушса хучӗ урядник. Унта вӗсен пичӗсем ҫине эрешмен карти ларса тулать, вӗсем тулхӑраҫҫӗ. Ашшӗ ӑна ӗҫе шухӑшламасӑр тунӑшӑн ылханнӑ, ывӑлӗн ҫӗнӗ пӳрчӗ ҫумӗпе иртсе пынӑ чух ун ҫинелле хаяррӑн сурнӑ. Вӑл ҫӑмӑл урапа ҫинчен хӗрачана антарса хӑварчӗ те ҫул ҫинче хӗп-хӗрлӗн курӑнса юлнӑ Федотка картузӗн кӑшкарӗ еннелле чылайччен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса пычӗ, чӗри теплерен ӑшӑнса кайнине тата куҫӗсем нӳрленнине туйрӗ, вара йӑл кулса илчӗ. Темиҫе минут хушши вара шыв сирпӗнсе кӑпӑкланнисӗр, пӗтӗрӗннисӗр пуҫне, урӑх нимӗн те курӑнмарӗ. Ку ҫынпа калаҫу пуҫласа яма май килмест, вӑл ыйтусемпе ответлет: — Сана мӗн ӗҫ вара? Юлнӑ шертесенчен пӗрне вӗсем айккине илсе хунӑ, тӑххӑрӑшне пирамида ҫумне тӑратнӑ; ку шертесене пурне те малтанхи тӑватӑ шерте вӗҫӗсем ҫине тайӑнтарнӑ. Ӑҫта-ха санӑн вӑл, ҫӗр ҫӑтманскер? — тет. — Юрӗ, парнелетӗп… — килӗшнӗ Фома. Вустрици хӑйӗн хуранӗнчен хӑпса тухма та ӗлкӗреймест, вӑл ӑна унтан вилкӑпа чава-чава кӑларатчӗ, тет. — Ну, шӑплан, — хушрӗ офицер, мӑйӑхне хускатса. Марья пуҫ тайрӗ те, вӑл асӑрхиччен ӑна икӗ пӳрне хушшинчен виҫҫӗмӗшне кӑтартса, амӑшӗ ҫине ҫаврӑнса:— Ме сана, ҫыртса пӑх! — терӗ пӑшӑлтатса. Сасартӑк вара Ромашов, хӑвӑрт, кӗске хусканупалан, стаканӗнчи сӑра юлашкийӗпе Николаева питрен чаш! тутарчӗ. Анчах кунта печӗк чӑрмав сиксе тухрӗ, пӗр-пӗринпе хирӗҫекен индеецсен ҫавӑнтах хӑйсен хушшинче килӗшӳ тумалла пулчӗ. Ахаллӗн вӗсем туслӑх ҫӑкӑрне хуҫса ҫиме те пултараймарӗҫ, мир тумалли чӗлӗме туртмасӑр епле мир тума пулать-ха? Унтан ултӑ утӑмра, тротуар хӗрринче, ҫурӑмӗпе тумбочка ҫине тайӑнса, чӑпар тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе-йӗм тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ, хӑмӑр тӗслӗ ҫӗтӗк картузлӑ ҫамрӑк йӗкӗт ларать. Хӑйне комендатурӑна чӗнтернӗ хыҫҫӑн килӗнче вӑл хӑйӗн шухӑшне пӗлтерчӗ: — Тухса кайма хатӗрленмеҫҫӗ-ши кусем? Унта тахӑшӗ, шурӑ халат тӑхӑннӑскер, пӗшкӗнчӗ те хӑй умӗнче выртакан темӗнле япалана аллисемпе хупларӗ, такама хӑй пӗвӗпе ҫӳлтен пырса ӳкме пултаракан татӑк-кӗсӗксенчен хӳтӗлерӗ пулас. Сулӑн кун пек маневӑра пӑхӑнмалла пулчӗ, вӑл сулахай ҫыран хӗрринелле хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗ. Эсӗ ху темӗн сӳпӗлтететӗн! Халӑх ушкӑнӗ пит хытӑ кӗтсе тӑрать. Ман патӑмран утрав патне ҫитме чӗрӗк мильрен ытла пулмасть. Эпӗ алла весла тытса ҫыран хӗрринелле ишме шутларӑм. Мӗншӗн тесен юрататӑп эпӗ сана, ман ылттӑнӑм, ман телейӗм, ман курса тӑранайми хӗвелӗм!.. Сивӗ. Кӑҫатӑ айӗнче юр кӑчӑртатать. Куратӑн пулӗ те-ха, юри каламастӑн! Шалтан чаплӑ пулсан ҫеҫ… Кӗписем стена ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсене урайнех усӑнса анакан ҫитса карӑсемпе хупланӑ. — Тилхепене ҫав! Ку ҫурта вут хыпса илеймен-ха, анчах вут часах ун патне те ҫитет, юнашарти ҫуртсем ҫунаҫҫӗ ав. Ҫур минутран манометрӑн йӗппи каллех хӑйӗн ӗлӗкхи вырӑнне анса ларчӗ. Манран, Довгочхун ывӑлӗ Иван Никифоров дворянинтан пулнӑ прошени тӑрӑх, ӑна Перерепенко ывӑлӗпе Иван Иванович дворянинпа пӗр вӑхӑтра панӑ пулнӑ; ку тӗлӗшрен Миргородри повет сучӗ хӑй те тепӗр майлӑпа ирӗке кайнине кӑтартрӗ. Хӑмӑр сысна киревсӗр ӗҫне пытарса та пӑхнӑ, ун ҫинчен катаран ҫеҫ, ытти ҫынсенчен ҫеҫ, хӑлхана пырса кӗчӗ. — Европа? — терӗ Толине, хӑйне экзамен тӑвакан ҫынна мӗскер пӑлхантарса янине ӑнланаймасӑр. Анчах паян ӑна та пӑр пит илемлӗ, тулли кӑна, пит ырӑ сӑнарлӑ майра, чечеклӗ сад ӑшӗнче ларакан дача хуҫи, тарӑхтарчӗ. Теветкеллӗ ҫынсене эпӗ юрататӑп». Вӑл опытлӑ ассем кӑмӑллӑн кулса ларса пынине, лётчик-энтузиастсем, нумай хушӑ госпитальсенче ирттернӗ хыҫҫӑн, каллех сывлӑша хӑпарсан вӗсен куҫӗсем ҫав тери ҫунма тытӑннине те лӑнках курнӑ. Вӑл сывлӑшри авари пулнипе амӑннӑ лётчиксем малтанах хумханнине, сӑнран улшӑннине, тутисене ҫыртнине те курнӑ. Вӑл ҫӗртен пӗрремӗш хут уйрӑлса ҫӳлелле хӑпаракан ҫамрӑксем пӑлханса йӗри-тавралла пӑхса пынине те курнӑ. Ачисене вӑл хӑех таканара шыва кӗртетчӗ, Хӑех вӗсене килти аптекӑпа сиплетчӗ, хӑех вӗсем валли ҫӗвӗ машинипе лифчиксем, панталонсемпе кӗпесем ҫӗлетчӗ. Володя университета вӗренме кӗнӗ чух хӑй валли Виктор Адам лашисен литографийӗсене, табак, чӗлӗм туяннине аса илтӗм эпӗ, вара манӑн та ҫаплах тумалла пек туйӑнчӗ. Урӑх ним те ыйтас килместчӗ куккаран. Ҫур ӗмӗрне вӑл ҫарта ирттерчӗ, ҫар уншӑн тӑван кил пулса тӑчӗ; полксем, дивизисем, корпуссем — каярахпа климата, пейзажа, йӑла условийӗсене пӗлтерекен ялсемпе хуласем пулчӗҫ. Хамӑр алӑмӑрсенче мӗн чухлӗ вӑй пуррине те кӑтартмалла-ха пирӗн! Иккӗмӗш хутӗнче Джим акӑ мӗскер каласа пачӗ: ҫав тухатмӑш карчӑксем, ун ҫине утланса, Ҫӗнӗ Орлеана ҫитнӗ пулать; кун хыҫҫӑн Джим тухатмӑшсем ӑна тата аяккарах илсе кайнине пӗлтернӗ. Юлашкинчен тӗнче тавра ҫаврӑнса килни ҫинчен калама тапратнӑ, ӑна вӗлерес пек асаплантарнӑ-мӗн, ҫурӑмӗ унӑн йӗнерчӗк айӗнчи пекех шӑйрӑлса пӗтнӗ имӗш. Ӑсран тайӑлнӑскер! Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн килмеллеччӗ» — пӑшӑрханса тухса кайрӗ Щукарь мучи, кӗҫен алӑка васкавлӑн шартлаттарса хупса хӑварса. Хӑйпе юнашарах метисӑн кукӑр ҫӗҫҫийӗ выртать, вӑл ҫурмалла хуҫӑлса кайнӑ. Мӗншӗн? Эпӗ кӗнекене полка ҫине хутӑм, теприне илтӗм те тухса карӑм. Ҫӗр ирӗлнӗ. Вӑл Ванька кил-ҫуртра халь пӑтӑрмах пулнишӗн хавас: асӑрхамӗҫ-ха, тесе шутлать пуль-ха. Матроссем самантрах гротмачтӑн штагӗ ҫине рифланӑ марсӗлпе латинла фок лартрӗҫ те «Дункан» ҫиле хирӗҫ тӑчӗ. Кондрат куҫӗ умне Мускав ҫинчи пин-пин ҫутӑсен ытла та савӑнӑҫлӑ, вылянчӑк тӗтрелӗхӗ тухса тӑрать. Вӑл Кремль ҫийӗн, урӑх ҫӗршывсенче Кондрат пекех ӗҫчен ҫынсем тертленсе те асапланса куҫҫуль юхтарса пурӑнакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнче ҫийӗн анлӑн сарӑлса выртнӑ хӗрлӗ хӑмач тӑрӑхӗ хаяррӑн та ҫилӗллӗн варкӑша-варкӑша хумханнине курать. Сирӗн, Макарпа иксӗрӗн, шыв кӑна турттармалла, лашасене сиккипе чуптармалла, вӗсем ҫинчен енчен енне кӑпӑк сирпӗнсе тӑтӑр, сӳнтерессе эпир, колхозниксем, сӳнтеретпӗр, — кам витрепе, кам пакурпа, кам пуртӑпа… Халӗ манӑн мӗн ку ӗнтӗ?.. Пӗр-пӗр эрех завочӗн анлӑ труби, тек пӗр ҫӗрте ларса йӑлӑхнӑскер, уҫӑлса ҫӳреме шут тытнӑ та, хӑй вырӑнӗнчен анса, кунта, голова сӗтеле хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларнӑ тейӗн. — Вӑл сирӗн ӑҫта пурӑнать вара? — тесе ыйтрӗ Павлуш. Ермохин пычӗ те ман ҫинелле кӑтартса:— Ӑна вӑл илнӗ, хуҫисем патне илсе кай ӑна! Том шухӑшласа выртрӗ. Эпӗ, ӑна йышӑнма кирлӗ мар, тесе шутлатӑп. Анчах малалла вара арканса пӗтнӗ, хирӗҫӳсем пуҫланса кайнӑ. — Яра парӑр, калаҫӑрах. Ҫут тӗнчере пур тӗнчен те хӑйӗн пуҫламӑшӗпе хӑйӗн вӗҫӗ пур, вӗсем яланах улшӑнса тӑраҫҫӗ, — тенӗ Джордано Бруно. Ну, тӑванӑм, патӑм та вара эпӗ Бобетинские, яп-яка тӑратса хӑвартӑм. Ҫак монах евӗр пурӑнакан виҫӗ ҫыннӑн пӗчӗкҫӗ пӳрчӗ сӑрт ишӗлсе аннипе пулса тӑнӑ бухтӑра шалта ларать. — Халь мӗн пулса иртни ҫинчен мӗнле шухӑшлатӑр? Марьянка хӑйне «шуйттан хӗрӗ» тенипе нимӗн чухлӗ те кӳренмест, ку сӑмахсене вӑл ачашлани вырӑнне ҫеҫ йышӑнса, хаваслансах хӑйӗн ӗҫне малалла тӑвать. — Малалла шутлатӑп: «Курам-ха Лукича, хӑйӗн атӑ-пушмакӗпе мӗнле йӗр хӑварнине пӑхам. Тельмарша ялта «философ» тесе шутланӑ, ку ӗнтӗ хресченсем пек каласан, вӗрӳҫӗ, кӑштах тухтӑр тата хирург, кӑштах асамҫӑ та пулать. Хӗвел тата ун тавра ҫаврӑнакан ытти ҫӑлтӑрсем Хӗвел системине кӗреҫҫӗ. Курӑпӑр — кам кама? — шухӑшланӑ вӑл тепӗр кунне, сулхӑн тӗпчевлӗхпе арӑмне сӑнаса. Ӗнтӗ ун чунӗнче кӗрешӗве пуҫлас килни тӑвӑллӑн хумханса тӑнӑ, — вӑл часрах ҫӗнтерӳпе киленесшӗн пулнӑ. Капитан калавне итлесе Жак Паганель мӗн ҫинчен шухӑшлать-ха? Вӗсем кроликран пӗр хӗрӗх утӑм аяккарахра пулнӑ. Мужик ӑна ҫавӑнтах тӑхӑнса виҫкелеме тытӑнчӗ. Мӗн тумалла ҫил хирӗҫле вӗрме тытӑнсан? Аллуна чӑмӑртатӑп. Лаши чӑм кӑпӑка ӳкрӗ, Игумен ӑна шӑллӗ патӗнче хӑварчӗ те хӑй Огнянов пурӑнакан ҫурт патнелле ҫуранах утрӗ. Ия, ку — арҫын. Пирӗннисем те ҫакнашкалах акӑ… — Джон Мангльс тӗлӗннипе куҫхаршисене ҫӗклерӗ. Вӑл темле аташса ҫӳрекен куҫпа пӑхнӑ, — унӑн шухӑшӗсем инҫетре пулнӑ курӑнать. — Халлӗхе пӗлейместӗп-ха. Пантелей каласа панӑ тӑрӑх, вӑл ӗлӗк чугун ҫулсем тӑвиччен Мускава, Чулхулана лава ҫӳренӗ иккен те питӗ нумай укҫа ӗҫлесе илнӗ, укҫине ниҫта хурса пӗтереймен. Анчах мӗн пулса иртни мана савӑнтарать. Унӑн амӑшӗ, шухӑша кайса нимӗн чӗнмесӗр, пӳрнине сурчӑкӗпе йӗпетсе, тӑнлавӗсем ҫинчи кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсене якатса ларчӗ. — Сехет! — терӗ Дегтярев тата тепӗр хут. Никама та каласшӑн марччӗ эпӗ апла. «Ҫук!» тени илтӗнчӗ. Мӗншӗн эсӗ лав ҫинче вырӑн йышӑнатӑн? Ҫапла пӗррехинче стакан илтӗм те, йӑпшӑнса пырса, стенана шап! тутартӑм. — Килте ҫук-и? — Лу пирки? Унан хӗрарӑм куҫӗсем евӗрлӗ пысӑк куҫӗсем Королева ҫине вӑл чиперрине тин ҫеҫ курса янӑ пек пӑхатчӗҫ. Ҫапла пӗрре кӑна ӳсӗр матроса алӑк хыҫне тӗрткелесе кӑларма хушрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл ытла та ашкӑнма пуҫларӗ. Ҫавӑ — лайӑхчӗ, анчах вӗсем эрех пит нумай ӗҫнине, ӳсӗр чух питех те йӗрӗнмелле пулнине тата эрехпе хӗрарӑм ҫав пурӑнӑҫра пӗртен-пӗр йӑпанмалли япала ҫеҫ пулнине хам ӑнланатӑп пулсан та, хӗрарӑм ҫине темле лайӑх мар пӑхнине курса тӑрасси шутсӑрах кансӗрччӗ. Тӑхтӑр! Унтан вӗсем Мускава, Николай Антоныч хваттерне куҫса каяҫҫӗ. Пурте улшӑнать. — Мӗн тума — пӗтӗмпех? — терӗ Николай. Пирӗн лешӗ ялан вил ӳсӗр, герцогӗ те ырах мар. Лешӗ ун ҫине пӑхса илчӗ. — Чӑнах-и? — тесе ыйтрӗ Мирон, сӗтел умӗнче ларса хӑйӗн ҫур кӗлеткине темӗн пысӑкӑш хаҫат листипе витнӗскер; ыйтсассӑн вӑл куҫӗсене ун ҫинчен илмерӗ, анчах унтан хаҫатне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те кӗтесре ларакан ӑрӑмне:— Эпӗ тӗрӗс каланӑ, — вула! — терӗ. Эппин эсир Зайцев прапорщикрен 9-мӗш ротӑна илӗр — ӗлӗкрех хӑвӑр ертсе пынӑ ротӑна; халех сире валли приказ пулать. Ҫавӑн пек ӑшшӑн чӗннипе тата тутлӑ кукӑль ҫиме тивӗҫессе шаннипе вӗсем хӑвӑртрах утрӗҫ. Улпут ҫуртне вӗсем лайӑхах ҫитрӗҫ. Унта, сӗтел ҫине ҫитти витсе, апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе, эрехӗсене тултарса хатӗрленӗ те иккен. Ларатӑн пӗрмай, шухӑшлатӑн. — Чип-чипер ҫывӑраттӑм. Утрав виҫӗ миля тӑршшӗ. Шӑрӑх кӑнтӑрла тӗлӗнче Серёжа, вагона васкаса кӗрсе, Корчагин ҫырӑвне Ритӑна вуласа пачӗ, хӑйӗн юлташӗ ҫинчен каларӗ. Аякра автоматически зениткӑсем шатӑртатаҫҫӗ. Тӗттӗмре пушмаксене пӑтраштарнӑ эпӗ. — Вӗсем, Иван Иванович, ахӑлтатаҫҫӗ, — вӗсемшӗн ку, господин директор каланӑ пек, ӗҫ государствӑна аркатас енӗпе пырать пулсан та, кӑмӑллӑ. Унтан эпир ун урапи ҫинчен арчана ман урапа ҫине куҫартӑмӑр та, Том пӗр еннелле, эпӗ тепӗр еннелле кайрӑмӑр. — Вара мӗн-ха уншӑн? Пулма пултарать! — тесе хирӗҫ тавӑрса хучӗ те телейлӗ кулса ячӗ вӑл. Анчах ҫав вӑхӑтрах амӑшӗн чӗрине темскер тирсе, пӑлхатмалла ыраттарса тӑчӗ — вӑл хӑйне хирӗҫ пыракан усал япала пуррине туйрӗ. Пирӗн пӗтем калаҫу та пилӗк минутран ытла тӑсӑлмарӗ, анчах вӑл мана питӗ нумая пынӑ пек туйӑнчӗ, тӗлӗкре те хӑш чух ҫавӑн пек пулкалать-ҫке. Чӑннипе каласан, эпӗ хам та килти йӗркелӗхе юрататӑп, ман пата кӗрекен ҫынсем те хӑйсене килти пекех ирӗклӗ туйччӑр, тесе тӑрӑшатӑп. Эпӗ ирӗксӗрех ҫӳлелле пӑхрӑм та, хыр туни хыҫне сикнӗ темӗнле тӗлӗнмелле чӗрчуна куртӑм. Леш тӗнчене пурте ӗлкӗретпӗр, халлӗхе вилме никам та черете тӑман-ха… Ҫапла вара, халӗ эпӗ хутортан тухатӑп та, ҫын курасран, мӗнле те пулин тип ҫырмана пӑрӑнса кӗретӗп, тӑраниччен ҫывӑратӑп, ҫав вӑхӑтра ӑйӑрсем курӑк чӗпӗткелӗҫ. Ҫапла ҫав. — Ун вырӑнӗнче хуть мӗнле ҫын та кун пек йӑнӑша тунӑ пулӗччӗ, Негоро. Ҫӑлтӑрсен пӗрремӗш каталогне пирӗн эрӑчченхи IV-мӗш ӗмӗрте Китай астрономӗ Ши Шен тунӑ. Вара ӗҫ мӗнле пулнине ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм; вӑл, мана итлесе, ним хускалмасӑр, хытса кайнӑ пекех тӑчӗ. Эпӗ каласа пӗтерсен вӑл мана: «Лӑпланӑр, ачам; эсӗ мар, эпӗ вӗлертӗм ӑна. «Спасибо ӗнтӗ, аннеҫӗм! Арсенала ярса илчӗҫ. Ҫакна ылханлӑ каронада та кӑтартса пачӗ. Куратӑн-и, епле вӑл? Мана ертсе пыракан духовнӑй академи хыҫӗнчи темле садӑн хӳми ҫумӗнче чарӑнса тӑрать те, эпӗ васкасах ӑна хӑваласа ҫитетӗп. Пӗр сехете яхӑн эпӗ пӳлӗм тӑрӑх утрӑм; унтан лартӑм та Вальтер Скотт романне уҫрӑм, вӑл манӑн сӗтел ҫинче выртатчӗ; вӑл «Шотланди пуританӗсем» ятлӑ, эпӗ малтан вӑйпах вуларӑм, унтан асамлӑ шухӑшпа киленсе, йӑлтах манса кайрӑм… Акӑ вӑл хӗпӗртесерех пӑхкалама тытӑнчӗ. Кумӗ, хӑй ытла чӑркӑш ҫын мар пулсан та, арӑмне парӑнма юратман, ҫавӑн пирки ӗнтӗ вӑл килӗнчен хуть хӑҫан та ҫапса кӑвакартнӑ куҫпа туха-туха кайнӑ, хаклӑ арӑмӗ вара, ахлата-ахлата, хӑйӗн упӑшки чӑрсӑрланни ҫинчен, вӑл ӑна мӗнле хӗнесе асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартма карчӑксем патне сӗнкӗлтетнӗ. Сасартӑк Зеб ҫул ҫинче темскер курса, чарӑнса тӑнӑ. Нимӗҫсем тӗшӗрӗлсе аннӑ ҫынна хупӑрласа илчӗҫ, ӑна пуринчен те тапма тытӑнчӗҫ, ҫӗклесе ура ҫине тӑратма хӑтланса, аллисенчен тата гимнастёркинчен турткалама пуҫларӗҫ. Е вӗсене ку стена патне чупса ҫитме тата пирӗн ҫине бойница витӗр пеме май килсен, пирӗн ӗҫ питӗ начара юлма пултарать. Хӑрушшӑн капланса килнӗ ҫил пирӗн карапа чул сӑрт ҫине хӑвӑрт хӑваласа кайрӗ; нимӗн те тума вӑхӑт пулмарӗ. Карап чулсем ҫине пырса кӗчӗ те пӗр самантрах саланса кайрӗ. Экипажран улттӑн, вӑл шутра эпӗ те, шлюпкӑна аран-аран салтса антартӑмӑр та карап патӗнчен чул сӑрт патне ҫитрӗмӗр. — Кӑшкӑрӑрах! Ахӑрашӑрах! — терӗ вӗсене Паганель. — Карланкусене ҫуричченех кӑшкӑрӑр! Хӑш чух вара унтан мӗн те пулин тепӗр хут каласа пама ыйтсан, пӑхсах тӑр, е урӑх халап юптарма, е ҫав халапах уйӑрса илмелле мар урӑхлатса каласа пама тытӑнать. — Вут-ҫулӑм системине пӗлсерех тӑвасчӗ, ҫапӑҫу пуҫланиччен ӑна тӑшмантан пытарса тӑрасчӗ тесе, ҫӗрӗпе тӑрмашрӑмӑр, а вӗсем ӑна — кӑтартса пачӗҫ! — Вӑл кӗнеки ҫине ҫырса пырать. Унтан Николай Антоныча элеклесе парать, — салхуллӑн каларӗ Валька. Фома, канат купи ҫинче тӑрса, рабочисен пуҫӗ урлӑ пӑхнӑ, унӑн куҫӗ тӗлне акӑ мӗскер курӑннӑ: икӗ парӑш хушшинче, вӗсемпе ҫума-ҫумӑн, виҫҫӗмӗш сиксе тухнӑ, — вӑл хура, япӑшка, сӑнчӑрсемпе тӑлланса пӗтнӗскер пулнӑ, темӗнле хӑрушӑ чирпе шыҫӑннӑ пек хӑмпӑлчӑланса кайнӑ, халсӑрскер, кӑнттамскер, тантӑшӗсем ҫине тайӑнса, шыв ҫинче уртӑнса тӑнӑ. Эсир килӗшӳсӗр калама пултараймастӑр… эсир таса, лайӑх ача. Палламан ҫыннӑн выляса тӑракан хӑмӑртарах пӳрнисем айӗнчен ҫӳхе ҫӗр улми хуппи спираль пек пӗтӗрӗнсе аннине курсан, вӑл кӑмӑллӑн:— Эсӗ чӗлхепе кӑна мар, ӗҫре те ҫивӗч иккен. — Кӑлӑхах эсир, доктор, паян пирӗн патӑмӑра чӗнме яман, сирӗн вырӑна пирӗнтен кам та пулсан кайнӑ пулӗччӗ, — терӗ Джемма. Юратни мар — улталани ҫеҫ! — Таракан негр Кӑнтӑра каять-и вара? Эпӗ пуҫа ҫӗклерӗм, ҫиҫӗм ҫутатнӑ хушӑра пӗр пӗчӗкҫӗ пӳрт курӑнчӗ, вӑл пӳрт ҫатантан авса тытнӑ пысӑк картиш варринче ларать. Пӑхсам, Суламифь, ҫак сапфирсем ҫине. Муани-Лунга аллӑра, анчах, сӑн-пуҫӗнчен пӑхсан, ӑна сакӑрвуннӑ та пама май пур, вӑл ватӑлнӑ упӑте евӗр курӑнать. Лагерьте выльӑхсем мӗскӗнӗн макӑрма тытӑнчӗҫ. Йытӑсем уласа ячӗҫ, ҫынсем, пушар хӑйсем енне килесрен хӑраса, пӑшӑрхана пуҫларӗҫ, анчах кӑнтӑртан вӗрекен вӑйлӑ ҫил ӑна урӑх енне хӑваласа кайрӗ. — Халлӗхе май килес ҫук, — салхуллӑн хушса хучӗ арӑмӗ. — Хавас, сударыня, хавас, — терӗ хӑпартланса кайнӑ ученый, хӑйне уйрӑм хисепе картнӑран. Даус лейтенант ҫав сӑртсем урлӑ ӑҫтан каҫса каймаллине тӑхӑр кун шыраса ҫӳренӗ, анчах ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнине кура унӑн каялла Джексон портне тавӑрӑнмалла пулнӑ. Том Сойер пуласси маншӑн ҫӑмӑл та кӑмӑллӑ ӗҫ, малашне те Том пулма хатӗр эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра юханшывпа анаталла анакан пӑрахут сасси илтӗнчӗ. — Манӑн ҫынсем мӗнле пурӑннине мар, мӗнле пурӑнмаллине пӗлес килет, — илтӗнчӗ пӳлӗмре Весовщиковӑн кӑмӑлсӑр сасси. Печорин кравать патне чӗркуҫленсе ларчӗ, унан пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе, хӑйӗн тутине унӑн сивӗнекен тутипе тивертрӗ, лешӗ чӗтрекен аллипе ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ, ҫапла чуп тунӑ чухне вӑл ӑна хӑйӗн чунне парасшӑн пулчӗ, тейӗн… Мана намӑс пулчӗ, хама хам лайӑх мар туйрӑм. — Куртӑм. Ҫак вӑрҫӑ вара ытла та хӑрушӑ. — Сухаламасӑр выртнӑ ҫӗр. Ҫӗр ҫумне ҫитиччен тем вӑхӑт вӗҫсе аннӑ, пӗлместӗп, питӗ вӑрах вӗҫсе аннӑ пек туйӑнчӗ мана, ҫапах та анса ҫитрӗм-ҫитрӗмех, анчах та питӗ хытӑ ҫитсе ҫапӑнтӑм. Вӗри апата перӗнмерӗ, — темиҫе курка хӗрлӗ эрех ӗҫрӗ, ҫӑкӑр ҫырткалать. Ну, хӗнетӗрччӗҫ хӑть, анчах мӗншӗн кӑкӑртан ярса тытса, кӗпене хулпуҫҫи ҫинчен туртса антармалла-ха? Эпӗ кӗпӗрнери хӗрсене куркаланӑ та, Мускавра та пӗрре ҫапла, пӗр ҫирӗм ҫул каялла, благороднӑй собранинче пулсаттӑм, — анчах унти хӗрсен ӑҫта ӑна ҫитме!.. — Кӗрӗрех, — Яков Лукич хыттӑнах каласшӑнччӗ, анчах сасси пӑшӑлтатнӑ евӗрлӗ шӑппӑн тухрӗ. — Ӗненме йывӑртарах, — терӗм эпӗ, унпа килӗшсе. — Ҫыпҫӑнмастех-ши вара хӑй вырӑнне? — терӗ майор хӑранипе. — Эсир ҫапла каласшӑн иккен, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Шубин шӑртланса: — эпӗ урӑх обществӑна тивӗҫлӗ мар, эпӗ Зойӑпа пӗр виҫере, эпӗ ун пекех пакӑлти, ҫав йӑпӑлти нимӗҫ хӗрӗ пекех ӑссӑр та айван иккӗн. Каникул эрнисем сисмелле мар хӑвӑрт иртрӗҫ. Акӑ ачасем кайма та хатӗрленеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл тӗрлӗ майлӑ вырнаҫа-вырнаҫа ларчӗ, ҫӗлӗкне е хывса хучӗ, е тӑхӑнса ячӗ; пит-куҫӗ вара унӑн эпир ларакан ҫурма сӗмлӗхре тӗлӗнмелле улшӑна-улшӑна пычӗ. Унӑн чӗри савӑннипе хыттӑн сиксе тапма тытӑнчӗ. Хытах мар юрлани илтӗнсе кайрӗ. Аэлита Лось ҫумнех куҫса ларчӗ те пӑшӑлтатать: — Эп Хаоран хӑратӑп. Нина Дмитриевна таврӑнсан ак — авлан та яр. Ну-ка, хӑшӗ те пулин ҫутӑ парӑр-ха. — Эх, ачсемӗрсем, эсир! Мӗне юрӑхлӑ ӗнтӗ ку! епле? ӑҫтан? Павел ӑна курмасть, анчах, Тая каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫутӑ чакӑр куҫлӑ, яштак пӳллӗ, хӑвӑрт утса ҫӳрекен ҫырӑ ҫын, пӗр сӑмахпа каласан, Павел унпа паллашнӑ чухне ун ҫинчен хӑй шутланӑ евӗрлӗ ҫынах иккен. — Вуланӑ. Отрядӑн утиялсем ҫителӗклӗ. Вӗсем ҫавсене сарса пурте ҫывӑрма выртрӗҫ. Нумай пулмасть кӑна хырса янӑ, кӑваккӑн курӑнакан ҫаврака пуҫӗ, пӗр аяккинче юнпа хытса ларнӑ суранлӑскер, каҫӑрӑлса выртать. — Сирӗнпе Григорьев летчик калаҫать. Ман пурнӑҫ авӑ мӗнле йывӑр пулчӗ унта. Тен, манӑн урасене пӗрле тытмалла пулнӑ? Ку хӑраса ӳкес ҫук, пӑрӑнас ҫук, тытӑҫуран пӑрӑнса каяс ҫук. Эпӗ мӗскӗн старикпе калаҫнӑ вӑхӑтра Владимир сунарҫӑ ун ҫине йӗрӗнчӗклӗн кулса пӑхса ларчӗ. Унтан инҫетрен ҫӗнтерӳ юрри илтӗннӗ. Гокинс, хӑвӑн апатна ил те постра ҫи, — терӗ малалла капитан Смоллетт. Ҫав ҫуртра пуян помещиксем пурӑнатчӗҫ, вӗсен пурнӑҫӗ йӗркеллех пыратчӗ, — анчах, сасартӑк, пӗрре ирхине, ҫак мӗнпур пурлӑх нимӗн юлмиех ҫунса кайрӗ. Эпӗ Лапута тенӗ сӑмах ӑҫтан тухса кайнине ниепле те пӗлме пултараймарӑм. Ҫак сӑмаха эпӗ вӗҫекен е ишекен утрав сӑмахсемпе куҫаратӑп. Авалхи купцасем хӑюллӑ та хастарлӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсем ҫутҫанталӑк кӑтартакан инкек-синкекрен, тискер кайӑкран хӑраса тӑман. Хӑшпӗр чухне вӗсен хӑйсен таварӗсене тӑшман туртса илесрен сыхланмалла пулнӑ, ҫавӑн пек тӑшмансемпе хушӑран ҫапӑҫма та тӳрӗ килнӗ. Пыйтӑллӑ тиф 12-мӗш армин полкисемпе дивизийӗсене поляксен пулемёчӗсенчен те хӑрушӑрах хирсе пынӑ. Вӑл ҫырма хӗрринче ларать, тутӑр сарса хунӑ, ун ҫине ҫӑкӑр, хӑярсем, ҫарӑк, улмасем хунӑ; ҫав мӗнпур ырлӑх хушшинче хрусталь пробкӑллӑ — Наполеон пуҫӗллӗ, пит хитре пӗчӗк графин хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса ларать, графинӗ ӑшӗнче чей курӑкӗ ярса йӳҫӗтнӗ пӗр шкалик эрех пур. Ҫитӗннӗ каччӑсенчен нихӑш шуйттанӗ те тимӗрҫ лаҫҫине килесшӗн мар. — Мӗн терӗн? Акӑ, апельсин, е, калӑпӑр, ҫав лимонах… Пӗр-пӗр мексиканец хӗрӗ мар-ши? Командир хӗрӗ инкекре! — Пурте курчӗҫ, — хушса хутӑм эпӗ студентсем еннелле пӑхса; анчах ман ҫине чылайӑшӗ ҫаврӑнса пӑхрӗҫ пулин те, ответлекен тупӑнмарӗ. Леноре фрау чӗтресе илчӗ те ним тума та пӗлми пулса кайрӗ… — Ку ӗнтӗ вӗсем ҫаратни пулать! — Тӳсме ҫук чӑрсӑрлӑх кунӗ! Эпӗр пӗр мироед патне тарҫа кӗрӗшрӗм — унта вӗсем вилӗ ӳт ҫинчи шӑнасем пекех нумай. — Вырӑсла калаҫсан аванрах! — терӗ старик. — А, а! апла пулсан ку, акӑ ҫапла!.. Пулма пултарать… Ушкӑн каллех ҫӳл сарлакӑшпе капланса утрӗ. Дон ҫӗрӗ ҫинче тӗтӗм явӑнӗ!» Е мана тундрӑра, мӗскӗне тӑрса юлнӑ йытӑ ҫури пекскерне, пӗр шанчӑксӑр-мӗнсӗр самолет патӗнче тупӗҫ. Ку вара пуринчен те хӑрушӑраххи. Сехри хӑпса тухнӑ Рада чӳречине яри уҫрӗ, иртен-ҫӳрене илттересшӗн пулса, сасси ҫитнӗ таран кӑшкӑрса ячӗ. Фургон-экспедицин куҫса ҫӳрекен центрӗпе крепоҫӗ. Е хальхи пек ӗҫпе тата: хӗрарӑм хӳрине вӗлтӗртеттерет пулсан, эпӗ санӑн шухӑшупа, ӑна ӑса вӗрентсе ларам-и? Шуйттан патне кайтӑр! — Эсӗ хурах вӗт, атте? Ун хыҫҫӑн фельдфебель тата автомат тытнӑ икӗ рядовой нимӗҫ салтакӗ утаҫҫӗ, вӗсенчен кӑшт каярахра вараланчӑк ватниксемпе кивелсе пӗтнӗ шинельсем тӑхӑнса янӑ вырӑс ҫыннисен пысӑк колонни шавласа пырать. Кун хыҫҫӑн Геркулес кимӗ хӳрине хӑй кӗсменӗ патне таврӑнчӗ. Нимӗн пӑлханмасӑр калаҫрӗ хӗрача, пӗтӗмпех ҫыхса лартакан чӑн-чӑн пулнӑ ӗҫ ҫинчен каласа параҫҫӗ унӑн ҫӑварӗнчен тухнӑ сӑмахсем. Эсир ӑна ырӑ сунӑр та, сире эпӗ урӑх курам мар! Анчах Олейник Ярцев каланине ӗненмерӗ пулас. Вӑл пӗр хускалмасӑр ларать. — Асӑрханарах, тархасшӑн. Тепӗр минутран, отряд ҫыннисене пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех тула хӑваласа кӑларнӑ хыҫҫӑн, Лисицынӑн френчӗ ҫинчи орден Филатов чӗлхине уҫса ярать. Анчах вара те эгоизма пула, те хай ашшӗ пулнӑ май хӑй ачисене юратса, вӗсене вӑл ҫав ӗҫпе ҫыхӑнма хушмарӗ… Вӑл пӗшкӗнчӗ, чавсисене чӳрече ани ҫине хучӗ те сасартӑк, хӑйне такам пуҫӗнчен ҫапнӑ пек вӑйсӑррӑн чӗркуҫленсе ларса, питне аллисемпе хупласа, илтӗни-илтӗнми сасӑпа йынӑшса ячӗ. Канашсемпе кӑтартусене итленӗ хыҫҫӑн, вӑл аманнисене илсе тухас пирки никампа та калаҫса татӑлас ҫуккине питӗ лайӑх пӗлет, аманнӑ хыҫҫӑн тепӗр сехетрен кая юлмасӑр ҫынсене операци сӗтелӗ ҫине илсе пымалла тума тӑрӑшӗ вӑл. Утар — тӑваттӑмӗшне. Ку хушамат ҫав кунсенче ҫарта питех те паллӑ пулнӑ. Пысӑк хаҫатсем ун пирки умстатьясем те ҫырнӑ. Хыҫалта, ашӑкпа витнӗ япала ҫыххисем ҫинче, ҫуллахи шинель тӑхӑннӑ офицер ларса пырать. Юратса пӑрахрӑм-и эпӗ, чӑнах?.. — Вретник килсе ҫитнӗ, тетӗп, — тӑшманла сассипе тепӗр хут каласа хучӗ Ярмола; юлашки кунсенче вӑл манпа тӑтӑшах ҫаплалла калаҫать. Таврӑнмашкӑн та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, Катя шӑна пуҫларӗ, йывӑҫ купаласа тултарнӑ ҫыран тӑрӑх иртсе эпир килелле таврӑнтӑмӑр. — Ман ҫинчен калаҫрӗ пуль? Вӑл хӑйӗн микроскопӗ патне пычӗ, анчах чӗри йӑшӑлтатма пуҫларӗ, сӑнав тума кирлӗ лӑпкӑлӑх та ҫухалчӗ. Пирӗн партин ӑсӗ калама ҫук пысӑк. Хӑш чух вӑл ассӑн сывласа илнӗ: — Эх, эсӗ те ҫав, пушӑ куҫ… Курас текенсем кашни кунах нумайӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Улпутсем патӗнче пурӑнасси авантарах пулнӑ пулать ӗнтӗ: улпут мужик хыҫне пытанса пураннӑ, мужикӗ — улпут хыҫне, иккӗш те вара тутӑ, канлӗн пурӑннӑ. — Паганель, нивушлӗ сирӗн Ганнибалӑн Капуери йӑнӑшне тепӗр хут тӑвас килет? — тесе хирӗҫлерӗ Элен. Кун ҫинчен эпӗ никама та каласа паман-ҫке. Хамӑр эскадрӑна систерӗр, корвета тытса илӗр. Пӗр аллине хут тытать, тепӗр аллине нимсӗрех чӑмӑртать те татах: илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. — Мӗнле? Эсир те-и-мӗн? — шӑппӑн, ухмахла сехӗрленсе ӳкнӗ куҫсемпе каласа хучӗ юлашкинчен Назанский. — Шӑпрах, вӑрататӑн. Лӑпкӑ тӳпере тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ялкӑшаҫҫӗ, шӑпах пирӗн тӗлте ярӑнса улӑхаҫҫӗ те ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗн тӗпренсе чечекӗн саланаҫҫӗ. Мӗн пурри те пӗр хут ҫеҫ Андрей ҫакна асӑрхарӗ: сӑрт айккинерехре, сайралса кайнӑ ҫӳлӗ хытхурасем хушшинче, темӗскер-ҫке, вӗри хӗм пек вӗлтлетсе илчӗ, — тилӗ ҫултан аяккалла сирпӗнчӗ иккен. Эсир ирсӗр ӗмӗтӗре пула Катьӑна калаҫтарнӑ, мӗншӗн тесен эсир ҫак ҫынран хӑраса ӳкнӗ. Ах, мӗнле час ҫутӑлмасть-ҫке! Ҫук, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук, пӗтӗмпех тӗрӗс… — Сывпуллашма ирӗк парӑр, юлташ полковой комиссар! — уйрӑмӑнах хаваслӑн каласа хучӗ вӑл хӗрринчи койка патӗнче. Мӗн пулса иртессине йӑлтах пӗлесшӗн пулса, Огнянов кӗл тӑвакансен ушкӑнне хӗсӗнсе тӑчӗ. Ан кулянӑр, ҫак тӳремсӑртлӑхран эпир ниҫталла та пӑрӑнмастпӑр, ун ҫӳллӗшӗ вара ниҫта та пин ҫурӑ футран ытла мар. Урамра тӗттӗм, нӳрӗ те сивӗ. Старикӗ манран тӗпчет: — Ну-ка, хут пӗлекен, ҫак задачӑн тӗшне катса пар-ха: сан умӑнта ҫаппа ҫарамас ҫынсем пин ҫын тӑраҫҫӗ, пилӗкҫӗр арӑм, пилӗкҫӗр арӑм, вӗсем хушшинче Адам, Ева пур — мӗнле тупӑн эсӗ Адампа Евӑна? Чӗрӗк сехет те иртмен, вӑл ӗнтӗ унта пырса та ҫитнӗ. Вӑл манпа килӗшрӗ. Туп эсӗ пӗр-пӗр путлӗ хӗр е, сӑмахран, тӑлӑх арӑм, сана никам та ним те каламӗ, эсӗ вара… Хӗвел ҫути, лупасайӗн кивелсе кайнӑ тӑрринчи пӗчӗк шӑтӑксем витӗр тухса, лашан хӗрлӗ-ҫӳрен тӗсне ҫута пӑнчӑсемпе ҫутатса улатать. Еткерлӗхпе ҫыхӑннӑ тепӗр ӗҫе те, виҫ кун каярах пуҫланнӑскере, татса панӑ патша. Эпир пурсӑмӑр та турӑ айӗнче, пурсӑмӑр та турӑ айӗнче пурӑнатпӑр; ҫынӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ пулмалла, — акӑ мӗнле пулмалла ҫынӑн! — Унта та ҫакӑн пекех пулнӑ. Ватӑ карчӑк, кил хуҫи арӑмӗ, Ваҫили Андрейч патӗнче хыпаланнӑ. Пичӗ унӑн пӗтӗмпех вӗтӗн-вӗтӗн пӗркеленсе ларнӑ, ҫав майпа тутисем те пӗрӗнсе пӗтнӗ. Сергей ватӑ шарманщике вӑратасшӑн пулмарӗ, анчах ӑна Арто вӑратрӗ. Икӗ хутчен те вӗсен йыхравӗнчен пӑрӑнса юлтӑм. Кӑмӑла пусаракан пирӗшти вӗҫсе пыратчӗ те, ӑшшӑн кулса, ҫав ҫутӑ тумламсене шӑлса типӗтетчӗ, ӑс-хакӑлӗ нимӗнпе те пӑсӑлман ачана тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑрттаратчӗ. Вӑл ҫав тери тӳрӗ иккенне кура, ӑста сунарҫӑ пулнине кура, ун ҫине хисеплесе, кӑшт шикленерех те пӑхнӑ. Марья Васильевнӑран ӗнер ҫеҫ килӗшӳ илеймен ҫын, паллах, ҫыврайман ӗнтӗ. Пӑлханма пӗлмен индееца вӑл Испани сӑмахӗсем каласа парать, лешӗ вӑл каланисене тӳсӗмлӗн итлесе тӑрать. Аллисене ҫӑкӑрпа тӑвар тытса, малтан вӑрманпа сутӑ тӑвакан Блувштейн, ун хыҫӗнчен галантерейщик Фукспа виҫӗ пуян коммерсантсем тухса тӑчӗҫ. Ҫав пӑтӑрмах иртсен, часах пурте лӑпланчӗҫ, ытлашшиех нимӗн те пулманнине пурте тӗшмӗртрӗҫ. — Диоскурсем, Диоскурсем! — терӗ тепӗр хут Василий Иванович. — Ҫавӑнтан ҫав. Алӑкран кӗрсенех Серёнька хресчен йӗркипе пуҫри пилоткине хыврӗ те: «Ырӑ кун пултӑр сире!» терӗ, вара сӗтел ҫине икӗ катӑк сахӑр кӑларса хучӗ. Сахӑрӗ ҫумне махорка пӗрчисем ҫыпҫӑннӑ. Кашни кунах чӗрӗк сехет хушши хӑй пӳлӗмӗн уҫӑ чӳречи умӗнче ларасси унӑн йӑлине кӗнӗ. Вӗсем патронсене шутласа тухрӗҫ: ҫиччӗшӗ валли те тӑваттӑ пемелӗх кӑна юлнӑ. Анчах, мана Николай пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра акӑш-макӑш нумай выляса илнӗшӗн савӑнӑҫлӑ иккен вӑл. Мӗн кӑна туса пӑхмарӗ пуль Пидорка: юмӑҫсемпе те калаҫса пӑхрӗ, шыва тӑхлан ярса та, сӳс ҫунтарса та хӑтланчӗ — нимӗн те пулӑшмасть. Милицине эпир пуҫтаркалӑпӑр-ха, анчах станцирен пирӗн ҫине ҫар чаҫӗсем йӑтӑнса килсен, ун чухне мӗн тӑвӑпӑр? Шубин хайхи Зоя патне чупса ҫитрӗ те, аллине кӗлентӗр пек кукӑртса, «Ihre Hand, Madam» тесе, ӑна ҫавӑтса малалла утрӗ. Никӗсрен пуҫласа аялти хута ҫитичченех пӗтӗм стена хулӑнӑшӗпех кукӑр-макӑр ҫурӑк пулса тӑнӑ. (Вӑл мана хӑй тухнӑ пӳлӗме мар, тепӗр пӳлӗме илсе кӗрсе кайрӗ.) — Симурден! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсир мӗншӗн кунта? Ромашов хӑй те кашни самантрах шурса пынине пӗлчӗ. Хӑраса ан ӳк, Джули сӑмахӗпе ан пӑшӑрхан, эсӗ унӑн чӗлхи мӗнле иккенне пӗлетӗн. Манӑн куҫ-пуҫ хуралса каять. Малтан эсир чухӑннине качча илетӗр, кайран пуяннине. Павел ҫак чӑрмавсем мӗн чухлӗ те пулин хӑй малалла каяссине пӳлме пултарасси ҫинчен канӑҫсӑррӑн шухӑшлать. Анчах ҫынсем манаҫҫӗ ҫав, хӑйсене ҫӑлса хӑварнӑ Киш ашшӗ ҫинчен те манса кайнӑ вӗсем, Киш та ача кӑна пулнине кура тата унӑн амӑшӗ те мӗн тесен те хӗрарӑм, — вӗсем ҫинчен часах манса кайнӑ, ҫавна пула вӗсем ялти чи начар ҫуртра пурӑннӑ. Гро-Ален, Рене-Жан!.. Эпир старшинасемпе нимӗн те пӗлмен пек пулса ҫийӗнчех площаде чупса пыратпӑр». — Ах, эсир чирлине мӗншӗн пӗлеймерӗм эпӗ! — терӗ вӑл чӑтӑмсӑр ӳкӗнӗҫпе хыттӑнах. Ванюш, чихирь пар-ха пире. Йӑтмалли кӑштах та пулин ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, башибузуксем Клисурӑра ҫаратнӑ чи хаклӑ тумтирсене хӑйсем ҫине уртса-ҫакса янӑ. Эх, пилешӗ мӗнле! Яков Лукич Шалый еннелле кӑмӑлсӑррӑн ҫаврӑнчӗ. — Эсир каҫару ыйтасшӑн пулнӑ пек калаҫатӑр! — хирӗҫ каларӗ ӑна Елена. Манӑн чӗркуҫҫи айӗсем кӗҫӗтме пуҫларӗҫ! — хӗрӳлленсех калаҫрӗ ҫакӑ, куҫӗсене йӗкӗлтевлӗ вылятса тата Нагульнов лашине хӑй кӗсрин ӑмӑрӗпе хӗссе пырса. Ун ятне калӑр! Куркаланӑ ӗнтӗ… «Ҫамкаран пӗр-иккӗ лайӑхрах тивертес те ҫулне кӑтартса ярас — вара ури ҫӗре тивмӗ, хулана ҫитмесӗр те ҫавӑрӑнса пӑхмӗ». Давыдов Титок аллине вӗҫерчӗ, тайкалана-тайкалана, алтупанӗпе куҫӗсене хупласа тытрӗ. — Анчах пӗлетни эсӗ, хӑратӑп-ха эпӗ, ку вӗт вӑл ҫӑмӑл ӗҫех мар! Эпӗ пӑшалсене халӑха салатса памалла тесе шухӑшлатӑп. Кӳме ҫинче иккӗн ларса пыраҫҫӗ: N хулинчи купса Иван Иванович Кузьмичов тата N хулинчи Микул турӑ ячӗпе лартнӑ чиркӳ пачӑшки Христофор Сиринский атте. Кузьмичовӗ пӗрре те купса пек мар, ытларах пӗр-пӗр чиновник пек туйӑнать: сухалне хырнӑ вӑл, куҫлӑхпа, улӑм шӗлепкепе; — Мӗне вӗрентнӗ-ха сана? Ярса пусас урана каялла туртса илтӗм те, аран-аран курӑнакан ҫӗрлехи тӗттӗм витӗр, хамран пайтах аялта питӗ пысӑк айлӑм сарӑлса выртнине куртӑм. Кивӗ шуҫ лампӑпа тимӗр ункӑ илсе вӑрмана кайрӑм, вӗсене индеец пек тара ӳкичченех хӑшкарӑм. Ӑшра шутлатӑп: кермен тӑватӑп та сутса яратӑп. Анчах ӗҫ тухмарӗ манӑн — нимӗнле усал сывлӑш та вӗҫсе килмерӗ. Шӑп кӑна вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ самантра трап ҫинче Джон Мангльс курӑнчӗ. Вӗсем пулас мар пулсан, Джо индеец хӑй шикленесси ҫинчен те шухӑшлас ҫукчӗ. Ку хут — хӑй имение сутӑн илнӗ Троекуров ҫав имение Дубровский ашшӗне сутнине ҫирӗплетсе хут тума Соболев титулярнӑй советника панӑ доверенность. Эпӗ пысӑк та мар, ача та мар; питӗме ҫуман, ҫӳҫе тураман, тумтирӗм тӗкленсе пӗтнипех, атӑ пылчӑк кӑна, тасатман. Вӑл Кубань таврашӗнче абраксемпе сӗтӗрӗнме юратать тесе калаҫатчӗҫ. — Э-э-э, кӗсйӳсем ҫук санӑн! Икӗ сехетрен ҫутӑлма пуҫлать, вара эпир хӑтӑлса юлатпӑр. — Мыскарасем, калас пулать, ытла кӑмӑллах пулмаҫҫӗ. Анчах Ардальон кӑшкӑрса ячӗ: — Эпӗ те чирлӗ-и тен, манӑн та шутсӑрах ӑш варкать пулӗ. Вӑл кайрӗ. Майор тутисене те уҫмасть. Талькав тӗрӗс мар йӗр хыҫҫӑн кайнишӗн чӗреренех кулянса асапланать. Турткалашса ан пыр вара. Отделени командирӗ — Матвей Юргин сержант, ҫӳлӗ те хура сӑнлӑскер, салху Ҫӗпӗр ҫынни, Андрей мӗн ҫинчен ыйтнине лайӑхах ӑнланса илчӗ пулин те, ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн ҫапла каларӗ: — Унталла кайма кирлӗ марччӗ те, анчах мӗн тӑвас-ха? Кивӗ чиркӳпе паттӑр ватӑ яхтӑ ӑрӑс хӗнне чӑтайман, пӗлӗтелле ҫӗкленекен ҫӳллӗ яхтӑ та текех куҫа савӑнтарса курӑнмасть, стенасем ҫине ӳкернӗ таса аттесемпе архангелсен, турӑ ячӗшӗн хӗн-хур тӳссе курнӑ ҫынсен сӑнӗсем те сӑваплӑ чуна ҫӗклентереймеҫҫӗ. Ҫав каҫхине, Паганеле хӑй пӳлӗмне ӑсатнӑ май, Джон тепӗр хут ыйтрӗ, эсир мӗншӗн ҫав териех пӑлханатӑр, терӗ. Хӑй вуланӑ тӗрлӗ кӗнекесенчен унӑн пуҫне, темӗнле, пӑтравлӑ юшкӑн ларса юлнӑ, чӑн та, ҫак юшкӑн чӗррӗн туйӑнсан та, унӑн чӗрӗлӗхӗ протоплазма евӗр ҫеҫ пулнӑ. Итле-ха, Гек, эпӗ тепӗр сассине те палласа илтӗм — вӑл индеец Джо. Ача урапа ҫине ҫитӗннӗ ҫын пек тӑчӗ те Давыдов ҫине пӑхса илчӗ: — Ҫемен пичче, эпӗ пӗтӗмпех ӑнланатӑп, лашасемшӗн те ан пӑшӑрханӑр! Каҫхи апат хыҫҫӑн садра, сирень йывӑҫӗсем хушшинче, Наталья пӳлӗмӗн чӳречисем патӗнче ларнӑ чухне Никита Петр шухӑша кайса каланине илтрӗ: — Пултарать Алексей. — Анчах вилли, вилли ӑҫта пулма пултарать-ха? Павел иккӗмӗш лампочкӑна тӗрӗслеме тытӑнчӗ. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен нумай вӑхӑт иртсен тин пӗлтӗм. Кӳме кӗпер урлӑ каҫрӗ те шыв хӗрринче ларакан пысӑк ҫурт патӗнче чарӑнчӗ. Ҫакна пӗтӗмпех Яков Лукич самантрах асӑрхарӗ, вӑл Лятьевский йӑл кулнине те, унӑн пӗртен-пӗр куҫӗ шиклӗн йӑлкӑшнине те курчӗ, унтан вӑл, таҫтан инҫерен пек, ыйтса каланине илтрӗ: — Кил картине кама ертсе килтӗн вара эсӗ, юратнӑ хуҫа?! — Мӗн кӗтеҫҫӗ? — Колхозпа малашне мӗн пулассине… Чакан витнӗ, чалӑш-чӗлӗш чӳрече хуппиллӗ тата кивелнипе чалӑшса кайнӑ, ҫӗр айне путса аннӑ стеналлӑ пӗчӗк пӳрт ҫыран ҫинчи хысак хӗрринчех ларать. Халл капитан ун куллине, хӗрелнин пӗлтерӗшне ӑнланчӗ. Ҫав вӑхӑтра каллех Рыбин сасси илтӗнчӗ: — Акӑ, пӑхӑр ӗнтӗ, ырӑ ҫынсем… Картиш таса, кӗпӳ арки ахаль те кӗске. — Ну, мӗн-ха Эдуард, — ыйтрӗ Элен. Сан валли илсе килтӗм, — терӗ вӑл. Ылтӑн тӗтрелӗх, — паллӑ мар кометӑпа унӑн йӗрӗ — метеоритсен юхӑмӗсем, — шанчӑксӑр кукӑр-макӑр йӗрпе, гиперболӑпа вирхӗнет… Кайма пултаратӑр. Акӑ мӗншӗн Совет Союзӗнче метеоритсене патшалӑх пурлӑхӗ тесе шутлаҫҫӗ. Сана та, тен, ку кӗнекене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн наукӑна пысӑк усӑ пама — метеорита шыраса тупма май килӗ. Кун пек ӗҫе ан вӗҫерт! — Ҫапса пӑрахмалла вӗсене, вӗлермелле! — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Петр. Чӑнах! Э, ачсемӗр, мӗн чухлӗ пурлӑх кунта! Эпир пурӑнакан ҫуртӑн иккӗмӗш хутӗнче ылтӑн ҫевӗҫӗсен мастерскойӗччӗ; унта, ытти ҫӗвӗ-тӗрӗ ӑстисем хушшинче, ытти хӗрсемпе пӗрле, вунултӑ ҫулхи горничная Таня пурӑнатчӗ. Паганель кӑна ури ҫине тӑчӗ те, хӑйӗн трубипе карап ҫинелле пӑхма пуҫларӗ. Анчах Санин ку лайӑх марри ҫинчен часах манчӗ. Вӑл поручик тӑвасса кӗтнӗ, — терӗ Белецкий кулса. Ҫак ҫын, тӗрлӗ шухӑшпа тертленекенскер, хӑй чӗрине граждан вӑрҫине кӗтекен шанчӑкпа ҫутатнӑн туять. — Кунта, ҫак шӑтӑкра, пиртен пытанас терӗн-и? Унӑн полкри тата хӗрарӑмсен хушшинчи ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем ман кӑмӑла пӗтӗмпех хуҫрӗҫ. — Ҫичӗ сехетчен ҫутӑ пулмасан, виҫсӗре та ҫакатӑп, — терӗ те Паляныця кӗскен, аллипе тимӗр юпа ҫине кӑтартрӗ. Епле вӑрҫса тӑкрӗ вӑл мана! Паян мар пулсан, ыран-и, тепӗр кун-и, ҫапӑҫура пур-пӗр вилетӗп-ҫке… Вара пӗтӗмпе пӗтет». Унӑн пит ҫӑмартине ҫӗҫӗпе каснӑ. Акӑ, хӑвах калатӑн, вӗсен сӗчӗ йӳҫсе каять, тетӗн, мӗншӗн йӳҫсе каять? Ҫак пысӑк та яштака пӳ-сийӗ, вӑйлӑ кӑкӑрӗпе анлӑ хулпуҫҫийӗсем пулман пулсан, кунтан та ытларах, ҫак хура куҫхаршисем айӗнчен тӗксӗмрех курӑнакан пысӑк хура куҫсем ҫирӗппӗн те ҫав вӑхӑтрах ачашшӑн пӑхса тӑман пулсан, тути-ҫӑварӗсем ҫепӗҫ мар, калаҫни-кулнисем ӑшӑ мар пулнӑ пулсан, унӑн пит-куҫӗ ытлашши арҫынла тата хитрех те мар курӑнма пултарнӑ. Унӑн куҫӗнчен куҫҫуль чарӑнми юхрӗ, сӑнӗ салхуланчӗ. Вӑрмантан, вӑрман улпучӗ ҫурчӗ хыҫӗнчен, ачасене кӑшт ҫеҫ курӑнмалла ҫынсем, лавсем шуса тухрӗҫ, аякра та мар, аслӑ ҫулпа пӗр вунпилӗк юланут пӑшалӗсене йӗнерӗсем урлӑ ҫакса пыраҫҫӗ. Ҫак калаҫу хыҫҫӑн темиҫе кун иртсен, Разметнова урамра ача-пӑчасен ушкӑнӗ чарса тӑратрӗ. Викентий тияккӑн! Вӑл тусӗшӗн савӑнчӗ. Вӑл ҫак ҫапӑҫусенче выҫӑпа вилесрен кӑна аш-какай сутакан вырӑнсенчи какай касакан каска вырӑнче пулса тухнӑ. — Пӗртте тӗлӗкри пек мар, чӑн-чӑн пулса иртнӗ пекех. Тӑсланкӑ, чӗмсӗр хӗрӗнче те темле кичемлӗх уҫҫӑнах палӑрса тӑнӑ, вӑл та Яковпа пӗр манерлӗрех пулнӑ. Халь вӗсем ҫак хурлӑхлӑ кун пирки те тахҫанхи ӗҫ ҫинчен сӑмах пынӑ пек калаҫрӗҫ; малашлӑха шанчӑклӑн курса, ыран мӗнле меслетсемпе ӗҫлессине сӳтсе яврӗҫ. — О, асатте пӗтет! Гленарван пӑлханнипе сӑмах та тупса калаймасть. Майор та пичӗ ҫинчи тулли кӑмӑлне палӑртса, Паганель калаҫнӑ май пуҫне сулса тӑрать. Кирлӗ мар! — кӑшкӑрса ячӗ голова. «Хитре хӗр, ӗҫчен хӗр, — шутлать Лукашка амӑшӗ, маттур хӗр ҫине пӑхса. Нимӗнле тӗшмӗшлӗхе тытманскер, нимӗне те ҫирӗп ӗненменскер, вӑл нимӗн умӗнче те каялла чакман, ниҫталла та кайман. — Турӑ пулӑшать, — ним те пулмасть! — Ия. Анчах ун ҫинчен пӗр сӑмах та ан шарла! Иккӗмӗшӗ авланакан каччӑн юратӑвӗ ытла та хӑватлӑ пулнинчен тӗлӗннӗ; виҫҫӗмӗш вара хурах кӑмӑлӗ ыррине хаклӑраха хунӑ. Оборона рубежӗ патнелле ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ танксем шуса хӑпараҫҫӗ. Суламифь калаҫма чарӑннӑ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра уйӑх тухрӗ. Давыдов васкамасӑр кӗлетсем патнелле ҫывхарса пырать. Картусне хыврӗ, сылтӑм аллипе кӑвакарнӑ ҫӳҫ пайӑркине якатрӗ, пусӑрӑнса аннӑ вил тӑприн хӗррине пӑхса, хытах мар каларӗ: — Ырӑ, чипер усраймарӑм-ҫке санӑн юлашки кил-ҫуртна, Евдокия… — Вӑл пӗшкӗнчӗ, типӗ тӑм катӑкӗ илчӗ те алӑ тупанӗ ҫинче тӗпретрӗ, халӗ ӗнтӗ ӑша кайнӑ сасӑпа илтӗни-илтӗнми хушса хучӗ: — Эп сана халӗ те юрататӑп вӗт, асран кайми чунӑм, пӗрре ҫеҫ эсӗ ман пурнӑҫра… Теприсем «рабочисемпе хресченсен патшалӑхӗ» тенӗ ҫӗре: «тата ӗҫлӗ интеллигенцин» тесе хушма сӗнеҫҫӗ. Кала, — терӗ. Княгиня хӗрӗпе тенкел ҫинче ларатчӗ, вӗсем тавра пухӑннӑ ҫамрӑксем пӗрне-пӗри пӳлсе, савӑнса калаҫатчӗҫ. Унтан алӑк патне пычӗ те ӑна шаккама пуҫларӗ. Суккӑр хӑй тавҫӑрса илеймесӗрех патӗнчи ҫынсене хыпашлама тытӑнчӗ, ҫав ача ӑна ҫакланассӑнах туйӑнчӗ. Лозневойпа Костя тухса кайсан, кухньӑра темиҫе минут хушши чуна йывӑр шӑплӑх тӑчӗ. Ыттисем хыттӑн ахӑрса юрларӗҫ те ним латтисӗр кӑшкӑрашрӗҫ. Персе аннӑ пулсан, эсир питӗ ҫӳлте ларакан ҫын пулнӑ пуль? Андрей алӑка яриех уҫса ячӗ. Йӗри-тавра сарӑлса выртакан ытти иҫӗмлӗхсем те Соломонӑнах пулнӑ, вӗсене вӑл, кашни лаптӑкшӑнах пиншер кӗмӗл илсе, хуралҫӑсене тара панӑ. Тата вӑл кунта пулнине пурӗпӗрех ӗнтӗ ҫынсем пӗлмесӗр юлас ҫук. Алӑ лӑканса илчӗ те каллех хӑй вырӑнне кайса ларчӗ. Никама систермесӗр эпӗ хӳме патне шуса ҫитрӗм те ун урлӑ каҫрӑм. Икӗ кун хушши тӗмесем хушшинче пытанса пурӑнтӑм. Каҫсенче форта кӗреттӗм. Манӑн сире курас килетчӗ. Туземецсем хӑйсен ҫулпуҫне пытарнӑ вӑхӑтра эпӗ сирӗн тӗрме ларакан чуллӑ ҫӗре пур енчен те пӑхса ҫӳрерӗм. Эпӗ сирӗн пата кӗме май пуррине пӗлтӗм. Тахҫантанпах-и кунта? Ташласамччӗ манпа, чунӑм! Хам Партизанӑчкӑна пусма-и?.. — Нимӗнле пӑшал та пулман манӑн! Дунай шывӗ симӗс-сарӑ тӗслӗ, йывӑр тӗслӗ. Юлташӗ ӑна пӗр-икӗ хутчен тӗрткелерӗ те, вара харлаттарасси те чарӑнчӗ. Ӑна укҫа ярса парсан тин лӑплантӑм эпӗ, мӗншӗн тесен йӗрке-тирпей енӗпе ҫакӑн хыҫҫӑн хам унпа текех ҫыхӑнса тӑмастӑп терӗм ӗнтӗ. — «Тирпейлӗ», — асӑрханӑ вӑл Смолин пирки, унтан, сӗтелпе буфет хушшинче каллӗ-маллӗ ҫӳренӗ май, унӑн калаҫӑвне тимлӗн тӑнлама пуҫланӑ. Хура башньӑсем енчен шывсикки шавланӑ пек темскерле шав илтӗннӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ӑна пӑшалсемпе кӗрӗслетнӗ пек е инҫетре аслати кӗмсӗртетнӗ пек сасӑ хупласа илнӗ. Вӗсемпе пӗрле аллине шурӑ туя тытнӑ казначейство лорд-канцлерӗ Флимнап та пурччӗ. Апат ҫинӗ чухне те вӑл ман ҫине час-часах ҫиленсе пӑха-пӑха илнине асӑрхарӑм; анчах эпӗ вӑл пӑхнине сисмӗш пулса, хам ҫуралнӑ ҫӗршывӑн чаплӑхне кӑтартма тата император килйышне тӗлӗнтерес тесе ытти чухнехинчен ытларах ҫирӗм. Вӑл хӑйӗн пӗчӗк матрацӗ ҫинче хускалнине, анасланине тата пуҫне силленине Тетка илтнӗ. Якорь каначӗ хӗлӗх пек туртӑнса тӑрать, — карап якорьтен татӑлса кайма ҫав тери вӑйпа туртӑнать мӗн. Халиччен Маунганаму сӑрчӗн конусӗпе тытӑнса тарса тулалла Тонгариро кратерӗнчен ҫеҫ тухса тӑнӑ шартлатакан лавӑпа пысӑк пусӑм айӗнче хӗсӗнсе тӑнӑ газсем ҫӗнӗ шӑтӑк тупса, унтан меслетсӗр вӑйпала вӑрхӑнса тухаҫҫӗ. — Sind Sie bald fertig? — илтӗнчӗ класс пӳлӗмӗнчен Карл Иваныч сасси. — Тата пӗртак хуйхӑрса пурӑнкалать те ак, ҫамрӑклӑх хӑйӗнне илетех…» Мӗнле пулса тухрӗ ку? Ҫав вӑхӑтрах эрех, сикера та анратакан тӗтӗм ытларах та ытларах пусса пынӑ храма пухӑннисене. Чылайччен ларчӗ вӑл ҫапла, пӗр ним шухӑшсӑр пек. Кунта пӗтӗм ҫӗре снарядсем шӑтарса, ҫӗмӗрсе пӗтернӗ. Ҫӳлтен пӑхсан вӑл, шалкӑм ҫумӑрӑн малтанхи касси шатралатнӑ тусанлӑ ҫул пек туйӑнать. «Тавтапуҫ, савнӑскерӑм!» — ӑшшӑн та ҫав-ҫавах ӑнланмалла мар тимлӗхпе каларӗ ӑна лешӗн тинкерӗвӗ. Джим хӳшӗрен чупса тухрӗ, аллисене сарса, мана ыталаса илчӗ — ҫав тери савӑннӑ вӑл; анчах эпӗ ҫиҫӗм ҫутинче ӑна курсан, манӑн чун тухсах тарчӗ — эпӗ каялла чака-чака шыва ӳкрӗм; ара, Джим Лир королӗ те, шыва путса вилнӗ араба та вылянине мансах кайнӑ-ҫке эпӗ, хӑранипе чутах вилмерӗм. Вата Лех, сӗтел вӗҫӗнче ҫак вӑхӑтченех тутлӑн тӗлӗрнӗскер, халӗ вара пачах вӑраннӑ та урӑлса тӑрӑлнӑ, нихӑҫан пулман хистӳпе ҫивӗччӗн калаҫрӗ: — Асли пулнӑ май, сире, господасем, пӗр тӑхтаса тӑмасӑр саланма хушатӑп. Хулана ҫитсе пынӑ тӗле вӑл асапланмаллипех асапланма пуҫларӗ. Санинпа унчченхи пекех калаҫса каймарӗ пулсан та, сасартӑк ун ҫине йӑлӑннӑ пек пӑхса илчӗ… — Ним те ҫук, мустер Стумп. Хӗрарӑмӗ те ӑна хӑйӗн юратӑвӗпе пит уҫҫӑн парнелеме пултармалла — вӑл скрипкӑпа ҫав тери ытарма ҫук лайӑх калать стихсене ҫав тери кӑмӑллӑн вулама пӗлет… Ак кӑкӑрусем санӑн — вӗсем ароматлӑ. Шубин чӳрече патне урине хуҫлатса ларнӑ та канлӗн кӑна сигара туртса ларать. — Хам ҫисе кӑтартма пултаратӑп, Уэлдон миссис, — терӗ те Гаррис ҫимӗҫе пысӑккӑн ҫыртса илчӗ. Базаров «Кирсанов стариксем» (ҫапла ят панӑ вӑл икӗ тӑвана) пур чухне яланах сахал калаҫнӑ, кӗҫӗр тата, хӑйӗн те кӑмӑлӗ пулман майӗпе, вӑл пӗр чӗнмесӗр чашка хыҫҫӑн чашка чей ӗҫет. Говэн башньӑн виҫҫӗмӗш хутне, ҫаврӑнакан чуллӑ тата библиотека тухакан тимӗр алӑклӑ пӳлӗме хӑпарчӗ. Манӑн кунтан пуҫтарӑнса каяс пулать… — Эпӗ, шӑллӑм, «Св. Мария» шхунӑпа ишмен вӗт, — терӗ доктор, чемоданне туртса ҫыхнӑ май сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса. — Э! Ачасен ури айӗнче фок-парӑс ҫилпе карӑннӑ, пуҫ тӑрринче — фор-марсельпе бромсель. Айлӑмри бухтӑра карап мачтисем курӑнаҫҫӗ, унтах тинӗс, инҫетре тӑшман карапӗсем ишсе ҫӳреҫҫӗ, ҫыранри шурӑ батарейӑсем, казармӑсем, водопроводсем, карап тӑмалли вырӑнсемпе хулари ҫурт-йӗрсем курӑнаҫҫӗ. Хула таврашӗнчи сарӑ тусем ҫинелле пӗр вӗҫӗмсӗр шурӑ та шупкарах кӗрен тӗтӗм пӗлӗчӗсем улӑхаҫҫӗ, кӑн-кӑвак тӳпере те ҫав пӗлӗтсемех, вӗсене тӗксӗм тинӗселле йӑлкӑшса анакан хӗвелӗн шупкарах хӗрлӗ пайӑркисем ҫутатаҫҫӗ. Илемлӗ хӗрлӗ платье тӑхӑннӑ Саша сӗтел тавра тӑрмӑшса ҫӳренӗ, вӑл эрехсем, ҫыртмаллисем кӑларнӑ. Пӳрчӗ, икӗ хутлӑскер, пӗр еннелле самаях тайӑлнӑ. Хуҫа мана хӑйӗн пилӗк тенкине лайӑхрах ӗҫлеттерсе илтересшӗн пит хытӑ тӑрӑшатчӗ. — Ку хур ами халь колхозӑн!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Демка, хурӑн вӑрӑм мӑйӗнчен ярса илсе. Ман суранӑм вӑраххӑн тӳрленсе пычӗ; ҫапах аттене хирӗҫле нимӗнле усал шухӑш та тытмарӑм. Кӑшт утсан, шурлӑхлӑ вырӑнсем пӗтрӗҫ, вара каллех ансӑр сукмак ҫине ҫӳллӗ йывӑҫсен сулхӑнӗ ӳкрӗ. — Ку ӗнтӗ социализм та мар, ку — шуйттан пӗлет, темскер! Игнатьева ҫӑварӗнчен пирус пӑрахмасть, хӑй тута хӗррипе чеен кула-кула илет. «Эфенди — тет вӑл судьяна шӑппӑн кӑна, — ку хаҫатра пирӗн саккуна хирӗҫ калани пӗр сӑмах та ҫук, ӑна Царьградра кӑлараҫҫӗ», — тет. Мана, мистер Трелони, сирӗн тарҫӑрсем ҫине шанма пулать пек, туйӑнать? Залра шӑп, картинӑна хаклама халӑх нумай пуҫтарӑннӑ вырӑнта ҫакӑн пек шӑплӑх сайра пулать. Ун патӗнче кӗрен хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Марья Ивановна хӑяккӑн сӗвенсе ларать, ҫине вӑл сенкер кацавейка уртса янӑ, ахаль те ҫиллессӗн курӑнакан хӗрлӗ пичӗ Карл Иваныч кӗрсен пушшех те хаярланчӗ. — Пӗр пӑрӑнмасӑрах, — ответлерӗ сквайр. Эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. — Мӗн тума? — терӗ пичче. Ҫӳҫӗсем хӑйӗн кантӑр пек сип-симӗс, тет. Калӑпӑр, паян эсӗ пӗр-пӗр хӗрпе ҫӳретӗн, ыран ҫавна пӗтӗм шкулӗпех пӗлеҫҫӗ. Павел Петровичран вӑл нихӑҫанхинчен ытларах хӑранӑ; вӑл чылайранпах Феничка хыҫҫӑн сӑнама тытӑннӑ, сьют тӑхӑннӑскер, сиккелемесӗр тинкерекен пит-куҫлӑскер, аллисене кӗсьисене чикнӗскер, — вӑл кӗтмен ҫӗртен, ҫӗр тӗпӗнчен ӳссе тухнӑ пек, ун ҫурӑмӗ хыҫне тухса тӑнӑ. Ку тӗлте Ҫӑрттан мучи сасартӑк ӑнкартса илчӗ: «Суранри юна халех ӗмсе кӑларас пулать! Пурне те эсӗ турӑн, мур илесшӗ! Кӗтмен ҫӗртен ҫак япаласене пӑхса савӑнни манӑн питӗм-куҫӑма сывлӑхлӑ сӑн-сӑпат кӳртрӗ; эпӗ хамӑн чире тӗлӗннипех эмелленӗ, медицинӑн ҫак ҫӗнӗ меслечӗ мана хӑвӑрт сывалма пулӑшрӗ: кунсӑр пуҫне пусӑрӑннӑ ҫӑра сывлӑшран кислород нумайрах пулин те манӑн ӳпкесемшӗн сыватакан вӑйлӑ эмел вырӑннех пулса тӑчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине тӗпсӗр ҫырма урлӑ каҫма пултарайман, вӑйпах уйӑрнӑ икӗ савни пек, ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗҫ. — Кам кунта? Курпунланнӑ шӑмшаккипе кашни ярса пусмассеренех чӗтренсе, вӑл, стенаран тыта-тыта, сӗтел патне пычӗ, вӑхӑтне кура ҫӗтӗлсе, тусса-тӗссӗрленсе пӗтнӗ карт колодине илчӗ те пӗр-пӗрин хушшине чике-чике пӑтратрӗ, вара ман паталла шутарса хучӗ. — Ил-ха… Хӗр хӑйӗн шурӑ аллине тӑсрӗ, унӑн пичӗ-куҫӗ тӗлӗнмелле ҫутӑлса, ҫиҫсе илчӗ… Ҫав хушӑра Ванюшка Найденов, майлӑ самант килсе тухсан, малалла калаҫма тытӑнчӗ: — Хам эпӗ Тацински районта ҫуралнӑ, пирӗн пӗррехинче, мӑнкун каҫхине, чиркӳре пӗр тамаша пулса иртрӗ. Чиркӳре кӗлӗ пырать хайхи, турра ӗненекен ҫынсем чиркӗве пырса тулнӑ та тӑвӑр пирки йӗп-йӗпе тарланӑ. Докторӑн медицина кӗнекисенчен пӗри сӗтел ҫинче уҫӑлса выртать. Кӗнекен ҫуррине, ахӑртнех, тапак туртма пулас, ҫурса илнӗ. Дунюшка хыҫҫӑн, иккӗмӗш эрнере… пырӗ шыҫнипе. Малтанлӑха Базаров хуҫкаланни ӑна кӑмӑла каймарӗ, унран лайӑх мар шӑршӑ е ҫивчӗ сасӑ пырса тивнӗ пек туйӑнчӗ; анчах вӑл Базаров именнине часах ӑнланса илчӗ те, ку вара ӑна йӑпатса та ячӗ. Пысӑк та хура куҫсем ерипен уҫӑлчӗҫ. Жандармсене ҫак вырӑнта чармалла та кинжалпа чиксе пӑрахмалла, виллисене чӑтлӑха пытармалла. Вӗсем те, ҫак тӗлӗнмелле, аран ҫеҫ хускалакан виҫӗ ураллӑ этем хӑйсене нимӗнле сиен те тӑваяс ҫуккине пӗлекенскерсем, вӑл ҫывхарнӑ чух аяккалла вӗҫсе тарман, ирӗксӗртереххӗн ҫеҫ ҫул хӗрринчен сиккелесе пӑрӑннӑ та, пуҫӗсене ун еннелле ҫавӑрса, хура шӑрҫа пек куҫӗсемпе унран тӑрӑхланӑ пек пӑхса юлнӑ. — Эсир ӗненместӗр-и? — терӗ вӑл малалла. Кӑвакарса шурни — вилес умӗнхи тӗс ӗнтӗ — ман ытла паллӑ пулнӑ пулас, пӗр доктортан пуҫне ыттисем пурте аллисене сулнӑ, кашни ирсерен килсен вӗсем:— Епле, халь те пурӑнать-и-ха? — тесе ыйтнӑ. Пӗр-икӗ утӑм малалла пуснӑ, унтан чарӑнса тӑрса, йӗри-тавра пӑхкаланӑ. Палатӑра йывӑр шӑплӑх пулса тӑчӗ. Луиза тата ҫывӑхарах пынӑ. «Кошевоя кама суйласшӑн-ха эсир?» тенӗ старшинасем. Ҫакӑн пек ӗмӗтсем патнех ҫитсе ҫапӑнатӑп: эпӗ унран хӑтӑлнӑ, урӑх хӗрарӑма тӗл пулнӑ; хӗрарӑмӗ питӗ лайӑхскер, пачах та урӑхласкер. Ҫав самантра хӗрарӑм каялла ҫаврӑнчӗ. Хӑйсен хыҫӗнчи шывпа тулса ларнӑ айлӑма хӑварса, маттурланнӑ ҫулҫӳревҫӗсем Талькав хыҫҫӑн малалла уттарчӗҫ. Ку сасса хулара пур кӗтесре те илтрӗҫ. Кам унта? «Ак халь вӑрман патне ҫитеҫҫӗ те вӗсем — вара малалла кайма пулать», тесе выртатчӗҫ. Лукашкӑна мар-и? — терӗ Белецкий, йӗркеллӗ пултӑр тесе, малтан юриех Марьянка енне ҫаврӑнса; унтан, хуравласса кӗтмесӗрех, вӑл Устенька патне пырса тӑчӗ те ӑна хӑйпе пӗрле Марьянкӑна илсе пыма каларӗ. Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ. Лиденброк лекцийӗсене итлекенсем яланах йышлӑ пулнӑ пулсан та, вӗсенчен пайтахӑшӗ профессор ҫилленсе, ҫатӑртатса кайнине курса киленме ҫеҫ пынӑ. Пӗр самантлӑха кӑшкӑрашусем хушшинче нимӗн те ӑнланса илме май килмерӗ. Каталога кӗртмен ҫӑлтӑрсем те астрономсен шутӗнче ҫирӗп тӑраҫҫӗ. Эпӗ пӗтӗм сахӑрпа кофене, тарпа йӗтресене — мӗн тупӑннӑ пеккине йӑлт ҫӗклесе леҫрӗм, кавӑнран тунӑ витрепе кӑмкана, алтӑрпа тимӗр куркана, хамӑн кивӗ пӑчка, икӗ утияла, пӗчӗк хуранпа кофе пӗҫермелли савӑта кайса хутӑм. Ялта юрӑ сассисем илтӗнеҫҫӗ. Широкогоровӑн сӑмахӗсем темле уҫҫӑн янӑраса кайрӗҫ. Халӑх тата хура кайӑк евӗрлӗ пулчӗ — хӑйӗн ҫуначӗсене сарлакан сарса пӑрахса, вӑл ҫӗкленсе вӗҫсе кайма хатӗр пек тӑрать. Илтетӗр-и? Вӗсен хушшинче тата ҫакнашкал шухӑшсем те пур: «Эй, пире пурпӗрех параҫҫӗ-ҫке! Парӑмсемшӗн пиртен каялла нимӗн илмелли те ҫук», теҫҫӗ. — Ку вӑл… — кансӗрлемест!.. Тӑван ҫӗршывӗнчен уйрӑлса кайнӑскер, Бруно яланах хӑйӗн хӗвеллӗ Италийӗшӗн тунсӑхланӑ. Вӑр-вар та пултаруллӑ ик ҫыруҫа, Елихоферпа Ахняна, Сива ывӑлӗсене, каласа тӑрса ҫыртарнӑ вӑл вӗсене, кайран ҫав иккӗш ҫырнисене пӗрле хурса танлаштарнӑ. Ҫутӑ пар, тетӗп! — тӗттӗмре вӑл пурттине ниепле те хыпашласа тупаймасть. Мӗн ырри кунта усаллине пӗтӗмпе ҫӗнтерчӗ. — Ҫук, ара, факт! Эпӗ хам вӗлерсе пӑрахнӑ йӗкехӳре ҫине йӑл кулса алпа кӑтартрӑм, хам суранланманни ҫинчен паллӑсемпе ӑнлантарса патӑм, вӑл вара пит хӗпӗртерӗ. Вӑл Ҫӗнӗ Гебрид утравӗсем ҫине кӗнӗ, Ҫӗнӗ Гвинейӑна ҫитсе курнӑ, Ҫӗнӗ Зеландипе Ҫӗнӗ Каледонинче те пулнӑ. Анчах Грант капитан пынӑ утравсене пурне те кам та пулин тытса илнӗ, хӑшне-пӗрне вӗсем тивӗҫсӗрех тытса илнӗ пулнӑ. — Ас тӑватӑр-ха, юратнӑ доктор, — терӗм эпӗ; — ухмахсемсӗр ҫут тӗнчере те питӗ кичем пулнӑ пулӗччӗ… Час-час вӑл арӑмӗпе ку тӗлӗшпе калаҫса та илнӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗнче этемре пӗр хут ҫеҫ пулакан ҫамрӑк ӗмӗрӗн тапса тӑракан пӗтӗм вӑйне ӑҫта хумалла-ши: искусствӑна-и, наукӑна-и, хӗрарӑма савассине-и е ытти ахаль ӗҫе памалла-ши, тесе пӗрре ҫеҫ мар шутланӑ вӑл. Ку вӑл — ӑс-тӑн, чӗрен вӗренӳ вӑйӗ мар, вӑл — пӗрре пулакан, тепӗр хут ҫаврӑнса килмен хастарлӑх, этем хӑйпе хӑй мӗн тӑвас тет, ҫавна тума тата ӑна (этем хӑй ҫапла шутлать) пӗтӗм тӗнчерен хӑйне мӗн кирлине илсе юлма пӗр хута ҫеҫ панӑ власть. — Эсӗ ҫавӑн пек калаҫнине юратмастӑп эпӗ. Хӑй ҫырнине унӑн пӗтӗмпех, пӗр сӑмах юлмиччен асра тытмалла. — Сире халех кӗнекине кӑтартӑп. Петька вара ку истори пирки эпӗ кӗтмен-туман сӑмах персе ячӗ. — Ҫак феррофлукто спичебуббио, — калаҫма пуҫларӗ вӑл французпа Итали чӗлхине хутӑштарса, — ҫак сутӑҫӑ Клуберио хӑй тӑвас ӗҫне ӑнланмарӗ пулсан е вӑл хӑраса ӳкрӗ пулсан — ку уншӑн хӑйӗншӗнех питӗ начар!.. Тӗттӗмре эпӗ унӑн пит-куҫне кураймарӑм, вакун шӑкӑртатнӑ май мана унӑн витӗмлӗ те кӑмӑллӑ сасси ҫеҫ илтӗнсе пычӗ. Калаҫакан виҫӗ ҫынтан пӗри — ҫӳхе туталлӑ, ҫамрӑк, шурса кайнӑ сӑнлӑ. Сирӗн тӑванӑрсене, фронтовиксене, эпир тем тӗрлисене те куркаланӑ. Нимӗҫсен позицийӗ тӗлӗнче хӑватлӑ вут-ҫулӑм хумӗсем явӑнма тытӑнчӗҫ. Пухӑннисенчен мӗн пурӗ те пӗри ҫеҫ тарасси ҫинчен каларӗ. Алексей Мересьевшӑн ҫак паллӑ кун тата тепӗр паллӑ ӗҫ пулса иртрӗ. Горохӑвӑй урамран иртрӗмӗр, Мещански урампа ҫаврӑнтӑмӑр, унтан Столярнӑй урампа тухрӑмӑр, юлашкинчен вара Кокушкин кӗперӗ патне ҫитсе пысӑк ҫурт умӗнче чарӑнтӑмӑр. Маша, аристократилле йӑласемпе иртӗхсе ӳснӗскер, ҫамрӑк француз ҫине пӑхмарӗ те. Тепӗрне шыва сикме пачах та хӑрушӑ мар: вӑл ишме пӗлет; унсӑр пуҫне тата… мӑшӑрланусенчи тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калас пулсан… вӑл енне кайрӗ пулсан… Эпӗ сире килӗшетӗп-и?» чеен илӗртсе ыйтрӗ вӑл. Сывлӑшра кӑвак табак тӗтӗмӗ явкаланать. Кайран эсир Англие кайрӑр. — Камӑн вара? Хӳме ҫинчен темӗнле тӑваткал, йывӑр япала курӑнчӗ. Нагульнова асӑрхаттартӑмӑр, эсӗ те асӑрхан, атту мӗн те пулин начартараххине туянӑн… Антонина Васильевнӑпа Валя красноармеецсемпе пӗр ӗретре утса пыракан Серёжӑна курах кайрӗҫ. Пиччесем пӗлеҫҫӗ-и? Вӑл, нимӗн хирӗҫмесӗр, тухса кайнӑ. Паллах, отвечӗ те сахалтарах, ху ҫӳреместӗн, мӗн хушнине ҫеҫ тӑватӑн. Петр йытта урипе тапрӗ, ун куҫӗ умне хӗрарӑм кӗпине чуптуса тӑракан шӑллӗн кӗске, курпун кӗлетки тухса тӑчӗ. Кӗпӗрнери продкома каятӑн-и? «А пӗтӗм ҫap чаплӑ сӑхмансемпе! Эпир сывпуллашрӑмӑр. Эпӗ вара хама Катя умӗнче ҫав тери айӑпа кӗнӗ пӗк шутласа сӗтел патне таврӑнтӑм. «Парӑн, ҫын вӗлерекен!» тесе кӑшкӑрни янӑраса каять, Кассий Кольхаун йӗнер ҫинчен вӑркӑнса анать. Ака, йышлӑ юлташӑмсем, мӗнле кулатӑр эсир манӑн политикӑллӑ шухӑшсенчен! — персе ячӗ вӑл пӗр самантрах. Вӑрӑм туни те вӗт ахалли мар, гвардеец пысӑкӑш! Халӗ ҫеҫ пӑхса тухнӑ ыйтупа эпӗ питӗ лайӑх ответлерӗм, — профессор та, кунтан лайӑхрах вӗренме ҫук тесе, «пиллӗк» лартса пачӗ. Вӑл хӑй лайӑх пӗлсе тӑнӑ сукмакпа пынӑ. Ашшӗпе халиччен кун пек хытӑ калаҫманччӗ вӑл, пӗрремӗш хут пулчӗ ку, ун пек калаҫас мар тенӗ ҫӗртенех, ирӗксӗрех пулса тухрӗ. Ҫитменни ҫине тата, юри тенӗ пекех, шӑп уйрӑлнӑ сехетре пулса тухрӗ. Ҫакна пула Андрейӑн чӗри ыратать. Июнӗн 27-мӗшӗнче Говит лагертен тухса кайнӑ. — Ҫук, сэр, хам пӗлмен ҫырансем патне эпӗ ҫӗрле ҫывхарма хӑратӑп. Анчах старике ҫилентерсен, эпӗ кашни хутӗнчех парохода, Вятка тӑрӑхӗнчи пӗчӗк салтака аса илеттӗм, вара хам чӗрере темле лайӑх мар пулса каятчӗ. Вӗсем урисене салтмарӗҫ. — Тӗрӗс, ҫапла. Утӑ сарайӗнче ларма питех те лайӑх вара. Эппин эсир, Иван Никифорович, кӑмӑлӑрпа улӑшасшӑн мар-и-ха?» Эсӗ халӗ кунта юл та астуса тӑр, эпӗ Бани Тэйлор патне тачка илме чупатӑп. — Пирӗн крепоҫри пурнаҫа ас тӑватӑр-и-ха?.. 53-мӗш ҫулхи ҫу кунӗсене ирттерме вӑл Кунцовӑна куҫман: минераллӑ шывпа усӑ курма тесе, Мускаврах юлнӑ, чӑннипе каласан вара, — унӑн инке арӑмӗнчен уйрӑласси килмен. Ҫуна патне утса ҫитсен, Ваҫили Андрейч ҫунаран тытнӑ та, лӑпланма хӑтланса ҫапла темӗнччен пӗр тапранмасӑр тӑнӑ. — Укҫи — ытлашши, — мӑкӑртатса илчӗ Тихон, анчах унтан:— Тавтапуҫ, — терӗ. Вара куҫне хупса хуллен вулатчӗ: — Пӑл-ха: акӑ хитре хӗрарӑмӑнПуҫа ҫавӑракан кӑкри… Ҫавӑ мар-и вара пире хыпса ҫӑтмалла, вӑл мар-и пире пӗр чарӑнмасӑр ҫӑтса тӑрать? Вӑл йывӑр чирпе нумай выртнӑ хыҫҫӑн халь ҫеҫ ура ҫине тӑнӑ ҫын пекчӗ, е ӗнер кӑна тӗрмерен кӑларса янӑ ҫын евӗрлӗччӗ, — пурӑнӑҫра уншӑн пурте ҫӗнӗ, кӑмӑллӑ пулнӑ, пурте ӑна шавлӑн савӑнтарнӑ, — ҫӗр ҫинче вӑл ракета-шутиха пек сиккелетчӗ. «Эсир чӑн-чӑн офицер вилӗмӗ питрен пӑхма хӑрать тесшӗн мар пулӗ те ҫак?» Антипа ачалла ӗненекен старикрен мӑшкӑлласа кулма йӑлӑхтарчӗ, ҫавӑнпа вӑл шӳтлеме пӑрахма шутларӗ: — Эсӗ, мучи, артиста ҫырӑниччен малтан хытӑ шутласа пӑх… Кашни минут хаклӑ, ҫавӑнпа карчӑксем килӗшессе кӗтсе тӑма май ҫук! — Никита, эй! Пӗрремӗш рота Яхнон пӗчӗк ушкӑнӗ хыҫҫӑн траншея урлӑ каҫса кайрӗ те, сӑрт тӳпинчен иртсе, васкасах хӗвелтухӑҫ еннелле анма пуҫларӗ, — кунта та, ӑҫта пӑхнӑ унтах, ҫӳремелли ҫулсем, бомбӑсенчен пытанмалли щельсем алтса тултарнӑ. — Акӑ куратӑр-и ӗнтӗ эпӗ мӗнле вырнаҫнине. Кунта чӗррисем те пур. Головаран кая-им? Эпир те ун пек ҫынсемех! Виҫҫӗмӗш туйӑм — кӗтмен ҫӗртен никам курман-илтмен пысӑк телей килсе тухасса мӑнкӑмӑлланса шанни, — ку туйӑм вӑйлӑ та тӗреклӗ пулнипе ухмаха ертес патнех ҫитерет. Вӑл мӗнпур Мексикӑшӑн ҫапӑҫнӑ. Тропикри вӗри ҫанталӑкран лашасем чыхӑна-чыхӑна каяҫҫӗ. Илер акӑ, ССР Союзӗнчи рабочи класа. Ӑна час-часах ӗлӗк хӑнӑхнипе пролетариат тесе калаҫҫӗ. Каланӑ чух вӑл енчен енне пӗрпеккӗн сулкаланса ларатчӗ, куҫӗсене хупнӑ пекех тӑватчӗ те час-часах аллине ҫемҫен кӑна чӗри тӗлӗнчи кӑкрине тӗртӗнкелетчӗ. Ытла ирех мар, мӗншӗн тесен эпӗ ун чухне ҫывӑрса юлнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫак вулканран пулса тӑнӑ чуллӑ ҫӗрсене пӑхса тухсан айлӑм патнелле анчӗҫ. Тава тивӗҫлӗ ҫын, аслӑ ҫын, — тетӗп, — урҫа… — Шухӑшласа пӑхма вӑхӑт парсамӑр, господин есаул! Манӑн пӗр сехет хушши тинӗс шывӗ хумпа пӗрле хушӑнса килсе, ҫырана илессине кӗтмелле пулчӗ. Хӗр Давыдов патне утса пычӗ. Эпӗ унпа пӗрле кайма килӗшрӗм. Ландия! — Ох… Юлашкинчен, Евдоксия, эрех ӗҫнипе пӗтӗмпех хӗрелсе кайнӑскер, пӑсӑлнӑ фортепьянӑн клавишисене лаптак чӗрнисемпе шаккаса, хӑйӑлти сасӑпа малтан цыгансен юррисене, унтан Сей-мур-Шиффӑн: «Тӗлӗрет ыйхӑллӑ Гранада» романсне юрлама пуҫларӗ, Ситников пуҫне шарф ҫыхса:«Вӗри, вӗри тутасенеПӗрлештерер чуптуса» — тесе юрланӑ вӑхӑтра, юратупа каҫса кайнӑ еркӗн пулчӗ. «Турӑҫӑм! Канлӗ ҫывӑр; хӗрарӑмсем сӳпӗлтетни ҫинчен ан шухӑшла!» Георгий портсигар кӑларчӗ. Ҫав самантра ун патне икӗ ҫамрӑк ача пырса тӑчӗ, маттурскерсем хӑйсем. Георгий шӑрпӑк тивертессе кӗтсе, вӗсем те пирусӗсене кӑларчӗҫ. Иртнӗ вырсарникун жандармсем илсе кайрӗҫ. — Ҫапла шутлатӑн-и? — салхуллӑн ыйтрӗ Шубин. Катьӑна шыраса тупатӑп та, унтан Ҫурҫӗре тухса каятӑп. Ҫук, вӗсене суя ҫул ҫине тӑратас. Ман ҫинчен вилнӗ тесе шухӑшлаччӑр вӗсем. Вара эпӗ ирӗкре, пачах ирӗкре пулӑп. Ҫав пуш хирлӗхелле тӗллесе кӑтартса Лось сӑнӗпе хӑйӗн аптӑравлӑхне сӑнарларӗ: ҫак тӑрӑх-хутлӑха мӗншӗн пӑрахса хӑварнӑ, вӑл мӗншӗн вилӗ? — Ҫакӑнтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, Аксель. Анчах хӗвеланӑҫ сӳннӗ ҫеҫ, вӑл ӗнтӗ килне кӗнӗ те, тӗттӗм лаҫра ашшӗпе, амӑшпе тата шӑллӗпе пӗрле каҫхи апат туса, пӗр шухӑшсӑр, сывлӑхлӑскер, пӳрте кӗнӗ, кӑмака ҫине ларнӑ та тӗлӗрнӗ май хваттерте пурӑнакан калаҫӑвне итлет. Давыдов ал лаппипе Аржанова ҫурӑмӗнчен ҫапрӗ те, ӑна хӑй енне ҫавӑрса, унӑн чеен кулакан куҫӗсемпе сухалланса кайнӑ кӑмӑллӑ питне ҫывӑхранах курчӗ. — Эпир нимӗнле паллӑ та асӑрхаман. Тен, ҫак мучи вӑл вӗҫсӗр шухӑшлакан сивлек ҫын та мар пулӗ, анчах вӑрӑм сӑмсипе хӗрелнӗ куҫ хупанкисене пула ун сӑн-пичӗ вӗҫсӗр тем ҫинчен пӗччен шухӑшлама хӑнӑхнӑ ҫын сӑн-пичӗ евӗр курӑнать. Ҫул тӑрӑх эпӗ ирӗксӗрех ҫав Бэла ҫинчен те Печорин ҫинчен сӑмах хускатрӑм. Ватӑ моряк Джон Мангльса питӗ шанчӑклӑ сӑмахсемпе ӗнентерсе ячӗ. Мӗнпур команда ячӗпе вӑл каякансене телейлӗ ҫул тума ыр сунчӗ. Малтанхи ҫаврӑну. Ватса пӑрахнӑ тутисене аран хускаткаласа, конвоир мӗн пулни ҫинчен каласа пачӗ. Вӗсем, пӗрне-пӗри крыльца тӑрӑх тарӑхсах унталла та кунталла сӗтӗркелесе, мӗскӗн хура кашни хӑй еннелле турткалаҫҫӗ. Хӳме урлӑ сикӗр, атьсем! — Ырӑ каҫ пултӑр, Гиббонс. Пиччесем килте-и? — Кунта алӑпа пӳрне ӳкернӗ, — терӗ Генри. — Иккӗленмелли ҫук, вӑл кипарис ҫинелле кӑтартать. Аллине кӗнеке тытнӑ та ҫулпа вӑраххӑн пырать. Эсӗ акӑ халӗ кайма пултараттӑнччӗ-и, тен, тепӗр тӑватӑ ҫултан вара… Ман тӑван ывӑлӗ пӗлет ӑна. Эпӗ хамах йӑнӑшмарӑм-ши? Белецкий ҫийӗнчех Кавказри пуян офицерӑн станицӑри яланхи пурнӑҫӗпе пурӑнма пуҫларӗ. — Эсӗ хӑвӑн мучу пекех калатӑн. Прокурор сайра хутра кӑранташпа хут ҫине чӗркелерӗ те каллех дворянсен пуҫлӑхӗпе пӑшӑлтатса калаҫса ларчӗ, лешӗ вара, кӑвак сухалне шӑлкаласа, темӗн пысӑкӑш хитре куҫне чарса пӑрахса, мӑйне мӑн-кӑмӑллӑн авса кулчӗ. Ман ҫине пур енчен те тӑшмансем вирхӗнсе килеҫҫӗ, эпӗ хӗҫе сулса яратӑп та пӗрне вӗлеретӗп, тепре сулса яратӑп — иккӗмӗшне, виҫҫӗмӗшне вӗлеретӗп. Хушӑран инҫетре аслати кӗмсӗртеткелесе илет. Ҫакна пула манӑн иртен-ҫӳренсем чарӑнмалли кил-ҫурта хӑвӑртрах ҫитес килет. — Шӑп! Итле! Марко ун еннелле куҫ хӳрипе пӑхса илчӗ. Чугун хапхаран ҫакӑн пек пӗчӗк кӗнекене кӑтартнӑ хыҫҫӑн тин кӗме юранӑ. Актовӑй зала нумай ҫын пухӑннӑ ӗнтӗ. — Ах, чунӑм, — терӗ графиня ҫав вӑхӑтрах, — туршӑн та ан кала ун ҫинчен, эпӗ хӑратӑп, — терӗ. Пурте хыпалансах: «Мӗнле? — Ӗне? Геройсем пит усаллинчен тӗлӗнсе ахлатса лараҫҫӗ, тата мухтанса пӗр-пӗрне калаҫҫӗ: — А эпир пурӑнатпӑр — лӑпкӑн, йӑвашшӑн, ним те пӗлместпӗр, турра тав! Ух, хӑрушӑ!… Анчах юнкер урӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та, тем каласан та, Лукашкӑна мӗнле те пулин усал ӗҫ тума ҫавӑрасшӑн пулнӑ пулас. — Пире вӑл пулӑшас ҫук, Мюльреди! — терӗ Гленарван, хӑй те аран аран тӳскелесе. Райком секретарӗ, асӑрхаттарса, графин хупӑлчине кӑранташпа шаккаса илчӗ: — Вӑхӑту иртсе кайрӗ! Фабрикӑри хӗрсен аскӑн пурнӑҫне вӑл упа утара ҫӗмӗрсе кӗнӗ пек пырса кӗчӗ. Вӗсем, вӑрман тӑрӑх ян каян сасӑ пек, таҫтан инҫетрен янӑранӑн туйӑнаҫҫӗ. Ахрӑм ҫул ҫӳренӗ ниҫталла та чӗнмест, нимӗнле шанчӑк та памасть, анчах сӗм вӑрманта эс тӑр-пӗччен кӑна мар иккенне туйтарса хавхалантарать. Кунта ҫӗр пулмалла иккенӗ ӗлӗк те паллӑччӗ: сӑмахран 1912-мӗш ҫулхине августра эпир кунта темӗн чухлӗ кайӑк-кӑвакал картисем курнӑччӗ, вӗсем ҫурҫӗртен хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑртан хӗвеланӑҫ енне вӗҫетчӗҫ. Сывлӑш та вутпа шыв та хӑйсен пӗрлешнӗ вӑй-хӑвачӗсемпе ман ҫулӑма кансӗрлесе тӑраҫҫӗ. Тӑвӑл ҫав териех урса ҫӗкленчӗ, ун сассипе йывӑҫ хӗвел тухӑҫнелле шартлатнипе юханшыв шавлани те илтӗнмест. Ҫавна кӗтмелле-и? — Юратать пулсан, мӗн вӑхӑта ирттерсе тӑмалла? — Ку приходри священник, — терӗ Ганс пиччене. Гленарван ӑнланчӗ, индеец нихҫан та хӑй ирӗккӗн ҫак улӑхсене пӑрахса кайма пултараймасть. Эпӗ шухӑшларӑм, пӗр вӗҫӗмсӗр шухӑшларӑм, вара, юлашкинчен, пӗррехинче, каҫ пулсан пайтахран, Авдотья Васильевна вальсне аялта пӗчченҫи итлесе ларнӑ чух тӑруках сиксе тӑтӑм, ҫӳле чупса хӑпартӑм, хуплашки ҫине «Пурнӑҫ правилисем» тесе ҫырнӑ тетрадӗ тупрӑм, ӑна уҫрӑм та, кӑмӑл улшӑнса кайрӗ, эпӗ ӳкӗнме пуҫларӑм. (Ку шӑпах — Лось Тускуб керменӗнче тӗтреллӗ тӗкӗре пӑхнӑ самант.) «Малалла кайсан, усси пулас ҫук! Тӑшмансене ӳкӗтлерӗм, вӗсем тӑна кӗччӗр, колхоз тыррине хӑйсем тӗллӗн ан илччӗр, терӗм, — пӗр такӑнмасӑрах хуравланӑччӗ Яков Лукич. Анчах йӑмӑксене епле хӑварам-ха эпӗ вӗсемпе? — Епле-ха унсӑрӑн? Санӑн хушса ларасчӗ те листовкӑсем ҫырасчӗ! Анчах Анна ун аллине ямарӗ. Вӗсем унта ним тумасӑр кӗтсе ларнине ниепле те ӗненес килмест… — Половцев темле айӑплӑн, именчӗклӗн, тутин хӑрах енӗпе кӑна йӑл кулса илчӗ. Хуть ман пуҫа касса ывӑт та, анчах пӗрер ҫултан сан кӑкӑру ҫинче питӗ тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн панӑ мӗнле те пулин медаль ҫакӑнса тӑмаллах, тен, вӑл сана ҫанӑ ҫине ҫӗлемелли мӗнле те пулин шеврон та панӑ пулӗччӗ, тупата туршӑн суймастӑп, факт. Алексей хӑйӗн салху шухӑшӗсене вулама хӗре йывӑр пулассине те пӗлнӗ. З-мӗшӗнче каҫпа ҫулҫӳревҫӗсем Буэнос-Айрес провинцин ҫывӑхӗнчи пампассен чиккинче выртса ҫӗр каҫрӗҫ. Хӗвел тин ҫеҫ хӑпарса ҫитнӗ пулнӑ, хыр шӑршипе тулнӑ сывлӑш сиплӗхлӗ те таса пулнӑ; таса уяр сӑнӗ ӳкнӗ лӑпкӑ шыв, кимӗсем ҫумне тата якӑр сӑнчӑрӗсем ҫумне сӗтӗрӗнсе, ачашшӑн шӑпӑлтатнӑ. — Юрать, тӑрӑшса пӑхӑпӑр. Вӗсем хӑйсемех ӗлкӗрме тивӗҫ! Каятӑп та акӑ, хӳрисене пӑрса яратӑп вӗсенне, вара вӗсем ман умра, факт, ҫуршар теҫеттин кӑна… сухаламӗҫ! — «Арина… — Эпӗ ун ҫинчен мансах кайнӑ. — Ну, апла пулсан, сутуҫах тӑвӑр унтан, — терӗ кӳренсе Панталеоне. Чан сасси илтӗнсе кайсанах, тӑшмансем иккӗш те тавернӑна кӗчӗҫ. Ҫӗнӗрен пуҫлар: шӑпа ярӑпӑр, кама малтан пеме тухать», — терӗ вӑл. Калаҫма пуҫланӑ чухне ҫамрӑк мексиканка лаша ури сасси илтӗнмест-ши тесе хытӑ итленӗ. Ҫиччӗмӗш депон тӗттӗм чӳречеллӗ, тӗксӗм алӑклӑ (ҫӳлӗ алӑкӗ ҫинче ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать) тӗксӗм ҫурчӗ пирӗн умма тухса тӑнӑ вӑхӑтра тул ҫутӑлма пуҫларӗ. — Пур пӗр тытса хӗнетӗпех! — ҫиллес сасӑпа кӑшкӑрчӗ вӑл, Тимур еннелле ҫаврӑнса. — Тӗрлӗрен сурйознӑй ҫынсене тӳсме ҫук кураймастӑп эпӗ, партире вара пушшех те! — Ан шарла, тетӗп! — кӑшкӑрчӗ те Яков, Полинӑна йынӑшса ямаллах пӑчӑртаса илчӗ. Фюзеляж ҫине бубновӑй туз ҫапса хурасси ҫеҫ юлать ӗнтӗ! Станцисенче Полозов лайӑх тӳлесе пычӗ, сехет тӑрӑх вӑхӑта асӑрхарӗ, почтальонсене — вӗсем мӗнле тӑрӑшнине кура — укҫа пачӗ. Томпа ун юлташӗсене чуралӑха Мадагаскар утравӗ ҫине сутнӑ иккен. Сӑмах май, унти чуралӑха ҫакӑн хыҫҫӑн часах пӗтернӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗсем, хӑрушӑ нимӗҫсем, таҫта инҫетре мар кунтах, хуларах. Кун хыҫҫӑн вара пурнӑҫӑм та улшӑнчӗ. — Ҫуркунне мӗнле акӑпӑр? — пуриншӗн те ыйтрӗ Ульяна Шутяева. — Чышкӑпа панӑ пулмалла… — Кӑна та… — Акӑ, халь хыҫалалла куҫса кайрӗ. Ҫавӑнпа пурӑнать те. Эпӗ хула гостиницине вырнаҫрӑм. Эсӗ тата, старик, кушаксене юрататӑн-и е ҫук-и? Вӗсен вӑййине Лещенко штабс-капитан, хӗрӗх пиллӗксенчи ытла кичем ҫын, хӑйӗн пӗр сӑнӗпеленех те тӗксӗмлӗхе кӗртсе ӳкерме пултараканскер, чӳрече янахӗ ҫине вырнаҫнӑ та, пӑхса ларать; питӗнче те, кӗлеткинче те унӑн пӗтӗмпех чи-чи шанчӑксӑр меланхолипеле аялалла усӑнса ҫакӑннӑ: усӑннӑ, пӑрӑҫ хутаҫӗ пек, тӑсмака, ашлӑ, хӗрлӗ те лӗнчешке сӑмси; янах тарана ҫити уртӑннӑ ик ҫинҫе хӑмӑр ҫип евӗр мӑйӑхӗ; куҫӗ харшисем сӑмса тӗпӗнчен пуҫланнӑ та тӑнлав патне тӑсӑлса аннӑ, вӗсем вара ӑна ӗмӗр-ӗмӗрех йӗнӗ сӑнлӑ кӑтартаҫҫӗ; мӗн унта, кивӗ сюртукӗ те пулин унӑн сӗвек хулпуҫҫийӗсемпе путса кӗнӗ кӑкӑрӗ ҫинче, йӑрхахра чухнехи евӗр, шалпаррӑн лӑпӑштатса тӑрать. Питӗ шел. Вӑл хӑйӗн шӑтӑкӗнче выртакан тискер кайӑксенчен пӗрне хускатрӗ пулмалла, ишсе пынӑ чухне тапӑнмасан юрӗччӗ…» — тесе шухӑшласа пыратӑп. Сире ҫийӗнчех тытса илеҫҫӗ. — Илтетӗн-и, Аркадий Николаевич. Кӑна эпӗ ҫак кунсенче ҫеҫ туйрӑм… — Анчах эсир мӗн тӑвассине туса ҫитерӗр-ха. Юлашкинчен разведчиксем те таврӑнчӗҫ. — Сысналӑх, — терӗ Веткин, хӑйӗн мельхиор сехечӗ ҫине пӑхса илсе те ун хупӑлчине ҫиллессӗн шалтлаттарса хупса. — Акӑ — вӑй ҫинчен калани — тӗрӗс вара! Шухӑшламалли унӑн чӑнах та пурах ҫав: «Ҫутӑлас умӗн тӗлӗкре ман хыҫран ула кашкӑр хӑваларӗ пек. — О, мистер Стумп! Эсир тӳрленме пултармалла мар йӑпӑлти иккен! Анчах башкир, ун ҫине те нимӗн ӑнланман пек пӑхса, пӗр сӑмах та шарламарӗ. Унтан вара ҫултан пӑрӑнчӗ те хуларан ҫурҫӗр енчи сӑрта хӑпарчӗ. Кунта хула шкулӗн ҫурчӗ пур. Ҫак сӑрт тӳпинчен Огнянов Бяла Черквана пӑхрӗ. Сылтӑм аллинче вӑл мулкач тирӗнчен тунӑ хура шлепке, сулахай аллинче икӗ хулӑн сӑран перчетке тытса тӑрать; галстукне яланхинчен сарлакарах тата ҫӳлерех ҫыхса хунӑ, крахмалланӑ жабо ҫине «кушак куҫӗ» (oeit de chat) текен чуллӑ булавка чиксе лартнӑ. Сан умӑнта эпӗ питӗ айӑпа кӗтӗм, ҫакӑ шухӑш чи йывӑрри вара, ыттисем те хуть ҫӑмӑлах мар та. Каярахпа тин каллех лампа ҫутса ячӗҫ. Тачки тухса кайрӗ. Епле турри мана вилӗмрен ҫӑлса хӑварчӗ-ши, э? Эпӗ хурахсене шеллерӗм, анчах ытлашшиех мар: «Хӑйсем никама та шеллемен пулсан, мӗншӗн-ха манӑн вӗсене шеллемелле? — тесе шутларӑм. Ерошка мучипе Ергушов, ҫӑткӑн кайӑксем пек, ӑҫта ӗҫкӗ пуррине шӑршӑпа сиссе, иккӗш те ӳсӗрскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри пӳрте сӗтӗрӗнсе кӗчӗҫ. Ак, ҫапса пӑрах хӑть — вӗсем мӗн тӑвассине пӗлместӗп. Кашни килте — икшер, виҫшер йыт аҫиччӗ, ҫитменнине тата мӗнлескерсемччӗ-ха! Ҫапла вара утрав ҫинче пурӑнакансем 1821 ҫулта ултӑ арҫын та икӗ хӗрарӑм пулнӑ. — Чӑнах-и? — Мӗнле шутлатӑр эсир ҫакӑн ҫинчен? — хушса хучӗ вӑл Базаров енне ҫавӑрӑнса. Де-Лантенак маркиз хӑй ирӗкӗпе вӑрмансемпе сывпуллашрӗ, хӑйӗн хӑрушсӑрлӑхне, ирӗклӗхне шута хумасӑр, хӑйне хӳтӗлекен сӗм вӑрмантан тухса, вилӗме хирӗҫ кайрӗ. Вилӗм ӑна малтанах вут-ҫулӑм ӑшне кӗртрӗ, унта вӑл чӗррӗнех ҫунса каятчӗ, кайран вара ыттисене ҫӑлакан, анчах хӑйне вилӗм кӳрекен пусма тӑрӑх ҫӗре антарчӗ. Вӑл хӑй ҫав тери пырасшӑнччӗ Инсаров патне; анчах Берсенев апла тума юраманни ҫинчен тархасласа каларӗ: Инсаров сайра хутра кӑна пӗччен юлнӑ-ҫке-ха. Козаксенчен никамӑн та манӑнни пек хӗҫпӑшал ҫук: манӑн хӗҫ тыткӑҫӗшӗн хӑйӗншӗн кӑна чи лайӑх лаша кӗтӗвӗ тата виҫӗ пин сурӑх параҫҫӗ. Условийӗсене малтанах кӑтартса панӑ ӗнтӗ, ҫакӑнти ҫынсенчен кама та пулин чан ҫапма хушмалли ҫеҫ юлнӑ. — Эпӗ шутлатӑп, — терӗ Берсенев, унтан сассине пусарса: — халь шӑпах эпӗ ун чухне ахальтен шутлани пулчӗ пулӗ тетӗп, — терӗ. Анчах эпӗ, Тӳпе ывӑлӗ, юратӑва хирӗҫлеймерӗм. Тӗттӗм пулсан та штирборт хыҫӗнчен тӑватӑ метрта ҫапӑнса кӑпӑкланнӑ хумсене курма пулать. — Ан хӑй манпа калаҫма! Чул ҫинче ученӑй алхимик ҫырса хӑварни курӑнса тӑнӑ ҫӗр пуҫне ҫав ятӑн пуҫламӑш саспаллисене касса тунӑ кинжалӗ те манӑн алӑрах пулчӗ. Саша ҫинчи тем пысӑкӑш хура шлепке — элес-мелес авӑнчӑк ҫуначӗпе тата шурӑ тӗкӗсемпе — пӗтӗм публикӑна хӑй ҫине пӑхтарнӑ: Фомана унпа ҫуммӑн тӑма аван мар пулнӑ, вӑл хӑйӗн именнӗ пичӗ ҫинче ҫынсен тӗпчевлӗ куҫӗсем шукаласа ҫӳренине туйнӑ. Ав вӑл, авӑ унӑн куҫӗн хӗрлӗ тӗсӗ… — Хӗрарӑма чӑрмантарма хӑйнӑшӑн, — терӗ те Инсаров сасартӑк шуралса кайрӗ, — хӑвӑр ӳсӗрришӗн. Вӗсем демон пек пӑхнӑран вӑл хӑй те ирӗксӗрех чӗтресе ӳкнӗ. — Ҫилленместӗп ҫав. Вӗсем лав ҫинчен темӗнле йывӑр, тимӗр чанкӑртатнӑ пек сасӑ кӑларакан япалана антараҫҫӗ. Ҫав япала мӗн пулнине инҫетрен уйӑрса илме ҫук. — Камсен вӑл ыттисен? — терӗ ҫилленсе Энрико чӗркеме тытӑннӑ кӗпене ывӑтса ярса. Ҫӗҫҫе айккине пӑрса хума кӑмӑл тусамӑр. Иккӗмӗш талӑк ҫине кайсан, каҫхине, заставӑна каяс умӗн, вӑл Разметнов патне пычӗ. — Давыдов мана шырамарӗ-и? Сан тӑнсӑр пуҫу мар ӗнтӗ вӑл мана улталама пултараканни, мана йӑпӑр-япӑр улталаймӑн. Ҫак шухӑшсем кунӗпех манӑн пуҫӑмран сирӗлмесӗр анӑратса тӑчӗҫ, манӑн хумханса кайнӑ ӑшчикӗм ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ик-виҫӗ сехетлӗхе ҫеҫ лӑпланчӗ. Тимӗр ункӑ татӑлчӗ ӗнтӗ. Вӗсем пирӗннисене вуншарӑн та ҫӗршерен вӗлереҫҫӗ, — ҫакӑ мана хамӑн алла ҫӗклесе, ӑна тӑшмансенчен пӗрин пуҫӗ ҫине, ман пата ыттисенчен ҫывӑхрах пыни ҫине, ман пурнӑҫшӑн ыттисенчен сиенлӗрех пулса тӑни ҫине антарса ҫапма ирӗк парать. — Халь ҫеҫ тунӑскерсем! — терӗ Лукерья Бояркина та. — Эсир ҫухатрӑр-и хӑвӑр сӑмсӑра? Ҫапла ушкӑнпа йӗни Стефчова ҫиллентерсех ячӗ; хӗрарӑмсем ҫав пӑлхавҫӑсемшӗн хуйхӑрса йӗнине вӑл витӗрех ӑнланчӗ. Шӑхӑркалатӑн та шухӑшлатӑн вара: «Ак куратӑн-и, Катя, тетӗн, эсӗ тата хам мӗнле вӗҫни ҫинчен нимӗн те ҫырмастӑн, тетӗн». Фома, темӗнле хӑюсӑр та кунӗ ҫынсемпе пӗрле сӗтел вӗҫне вырнаҫнӑскер, хреснашшӗн куҫӗсем пӗрмаях хӑйӗн ҫинче ҫӳренине туйса ларнӑ. — Ӑсататӑп. Ҫӑмран ҫыхса тунӑ питӗ фуфайкӑллӑ матроссем грот-мачтӑн аялти рейин каначӗсене туртнӑ май, тӑстарса: «Хо-хо-о!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ; хӑйсем вара пӗрре пӗшкӗнеҫҫӗ, тепре тӳрленсе тӑраҫҫӗ; сассисем вӗсен мичман шӑхличчи сассипе тата хура тӗтӗм ункисем кӑларса пыракан труба хашлатнипе пӗрлешсе каяҫҫӗ. Хӑйне шалкӑм ҫапнӑ кун вӑл ман пата французла ҫыру ҫырма тытӑннӑ. — Унта пӑр ҫинче какай нумай выртать — пӗр ватӑ упапа икӗ упа ҫури. Асатте пулин те, вӑл мана мӗн кӑна парса тултармарӗ-ши! Анчах та, тен, вулакана манпа пӗрле пӗр килӗллӗ Овсяников патӗнче ларма йӑлӑхтарса ҫитерчӗ пуль, ҫавӑнпа та эпӗ илемлӗн чарӑнатӑп. Вӑл ман алла хыттӑн чӑмӑртарӗ те трагикла сасӑпа каларӗ: — Тав тӑватӑп сана, Печорин… Вӑл мана шӑхличсем тума вӗрентрӗ. Мӗнле усаллӑн хавхаланса калӗ леш тӗнчерен тухнӑ ҫын: «Тавтапуҫ сире, айвансем! — Апла пулсан, ҫынсене мӗн май килнӗ таран «Дункан» ҫинче ытларах хӑварӑпӑр. Кӳршӗри килте якӑр тупса, Давыдовпа Ҫӑрттан исленсе кайнӑ Трофима тарасаран туртса кӑларчӗҫ. Аван каларӑр. Лутра кивӗ пӳртӗн пӗчӗк ҫеҫ чӳречи уҫӑлчӗ те Артём чӗнсе илчӗ: — Кӗр, Павлуша! Вӑл калани айӑпланакан ҫын майлӑ пулман. — Пур енчен те виҫсе пӑхсан, эсир пит аван турӑр, хӑвӑр айӑпӑра пытарса тӑмарӑр. — Тутлӑ-и? — Ун пекки сайра пулать. Олимп та юратса пӑрахӗ! Ҫырнӑ… — тесе мӑкӑртатать. — Камӑн ҫаралнӑ? — «Сулахай кӑкӑр ҫарални чӗре тасине пӗлтерет»… — Пирӗн ӑҫта та пулин ларса ҫиесчӗ кӑна, асанне! Техас ҫыннисем, ниушлӗ эсир ҫак лӑпӑрти умӗнче хӑраса тӑратӑр? Вӑл сысна, ҫапах та вӑл санран пӗрре те кая мар; ҫавнашкалах турӑ туса янӑ чӗрчун. Халех тухса вӗҫнӗ пултӑр! Алексей чӗри савӑнӑҫлӑн тапма тытӑнчӗ, пӑлханнипе мӑйне темле сивӗ пырса ҫапӑннӑн туйӑнчӗ. — Эпӗ-и? — Маз-зурка женераль! — кӑшкӑрчӗ Бобетинский. Тӳрӗ кӑмӑллӑ геттингенец ырӑ пурнӑҫпах пурӑнайман: истори яланах улшӑнса пынине пула, тӗрлӗрен ыйтусемпе тата шухӑшсемпе вӑл пӗрмаях хуйхӑ-суйхӑллӑ пулнӑ. — Вӑл та Саня,Анчах та вӑл эпе Энскран тухса кайнӑранпа ун патне пӗр ҫыру та ҫырманнине пӗлсен, тата ытларах тӗлӗнчӗ. Пуш хире, — унта вара, чикӗрен иртсен, ҫӗнӗ вӑрттӑнлӑхсем. Унӑн сасси ҫирӗпленсе ҫитрӗ, сӑнӗ шурса кайрӗ, куҫӗнче яланхи пекех пӗр евӗрлӗ тикӗс вӑй ҫунса тӑма тытӑнчӗ. Эпӗ капитанран кивҫен илнӗ пилӗк шиллинг укҫана тӳлесе лав тата ҫул кӑтартса пыракана тытрӑм. Эпӗ унта анса кайрӑм та аран-аран каялла тухрӑм, — тенӗ Миките. — Мӗн борт ҫинелле выртса пыратӑр? — тесе кӑшкӑрать боцман, хитре, анчах усал куҫӗсене хӗссе пӑхса. Унтан ҫаврӑнса пӑхрӗ те мелник тухса кайманнине асӑрхарӗ; куҫ харшине пӗрсе илчӗ, хӑйне тыткалама ҫапах та вӑйне ҫитерчӗ-ха, вара ырӑ сасӑпах сӑмах хушрӗ: — Сан хӗрӳ, хуҫа, чӑн-чӑн сар пике иккен! Галилей те Коперник вӗрентӗвне тӗрӗс тенӗ, анчах ӑна Бруно шӑпи хӑратнӑ, ҫавӑнпа вӑл Коперникӑн тӗнче системине тӳрех хӳтӗлеме шут тытман. Карчӑк ҫухалчӗ, ун вырӑнне вара урай варрине пӗр ҫичӗ ҫулхи ача тухса тӑчӗ. Шурӑ кӗпепе вӑл, хӑй ҫине шурӑ пӗркенчӗк витсе янӑ… Мускат мӑйӑрӗн симӗс йывӑҫҫисен хушшинче унта та кунта та ҫӳлӗ хырсен, сарлака ӗмӗлке ӳкнӗскерсен, хӗрлӗрех колоннисем кармашса тӑраҫҫӗ. Мускат шӑрши хырсен шӑршипе хутшӑнса каять. Картишӗнче Николай Антонычпа карчӑк ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Яланах тенӗ пек трактир хуҫи Клещова ӗҫтерсе ӳсӗртме тӑрӑшатчӗ, анчах лешӗ, пӗр ик-виҫ юрӑ юрласа, кашнишӗн пӗрер стакан ӗҫсессӗн, пырне ҫыхнӑ шарфпала лайӑххӑн чӗркетчӗ, ҫӑмламас ҫӳҫлӗ пуҫӗ ҫине картусне таччӑн тӑхӑнса лартатчӗ те тухса каятчӗ. Алӑк хыттӑн хупӑнчӗ. Вӑл, ӗненмен пек пулса, куҫлӑх ҫийӗн ман ҫине пӑхса илчӗ. Эпӗ Красновидово салинче, Атӑл тӑрӑх хӗрӗх ҫухрӑм анатра пурӑнатӑп, унта манӑн лавка пур, эсир мана суту-илӳре пулӑшӑр, ку сирӗн вӑхӑта нумаях йышӑнмасть, манӑн лайӑх кӗнекесем пур, эпӗ сире вӗренме пулӑшӑп, — килӗшетӗр-и? Лекеймерӗ ӑна ҫавӑн чухне, турра тав тумалла-ха унӑн уншӑн та. Ҫӑкӑр ҫитмест, кӑмрӑк ҫитмест, супӑнь ҫитмест. Эх, мӗскӗн! Мересьева вӗсем хӗрӗх иккӗмӗш палатӑн чӳречи умӗнчи ҫерҫисене аса илтерчӗҫ. Вӗсем кайӑксем пек чӗвӗлтетнӗ май Алексей хӑйӗн пӗтӗм кӗлеткипе хӗвел ӑшшине ҫӑтса, урамри шава итлесе ларчӗ. Часах ман ҫула майлӑ вӑйлах мар ҫил вӗрме пуҫларӗ. Ӑна ҫак самантра хӑйӗнчен чипертерех те интереслӗреххи ҫут тӗнчере урах никам та ҫук пек туйӑнать. Анчах Базаров часах та хӑех питӗрӗнсе ларми пулчӗ: ӗҫ хастарлӑхӗ сивӗнчӗ те, вӑл хурлӑхлӑ кичемлӗхпе, тунсӑхлӑ канӑҫсӑрлӑхпа аптӑрама пуҫларӗ. — Эх, падре, епле аван унта! Эпӗ хам пӗлнӗ енне кайса курма шухӑш тытрӑм, лашасем тытрӑм та Н… ялне кайрӑм. — Ересь! — терӗ Петр Васильев, ывӑҫ тупанӗ ҫинче мӗн ҫырнине вуланӑ пек, ӑна хӑй пичӗ умӗнче тапраткаласа хӗрӳллӗн калатчӗ: — Ҫынсене пӗр витерен тепӗр витене хӑваласа куҫарсан, вӗсемшӗн лайӑхрах тӑватпӑр тесе шутлатӑр-им эсир? Урасене те темӗн пулнӑ тата», шухӑшларӗ Алексей. — Халех саланатпӑр, анчах эсӗ ахалех хӗрсе кайрӑн… тырра эпир илме ирӗк панӑран илетпӗр-ҫке… Гленарван ҫапах та пӑшӑрханмасть. Ҫак самантра вӑранса кайрӑм. Хӑшпӗр чух Томӑн шанчӑкӗ ҫунат хушсахҫӳле ҫӗкленчӗ, ун пек чух вӑл хастарланса та чӑрсӑрланса хӑйӗн значокӗсене комодран кӑларчӗ, тӗкер умӗнче вӗсене ҫаклатса пӑхрӗ. — Эсӗ хӑвна ху мана юрататӑп тесе ӗнентерме ҫеҫ тӑрӑшатӑн, — татса каларӗ вӑл, — чӑннипе, юратмастӑн эсӗ? Пуп сӑмахӗсем мана ҫав тери тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ, вӑл фарисейсем иудей халӑхӗн саккунӗсене тӳррӗн тытса пыракансем пулнӑ, халӑх яланах вӗсемпе пӗрле пырса хӑйӗн тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ тесе кӑтартса пама тытӑнчӗ. Мӗн кӑна пулса иртмест пуль унта! Февралӗн 10-мӗшӗнче ҫилсӗр ҫанталӑкпа черетленсе вӗрекен ҫурҫӗр ҫилӗ палӑрмаллах вӑйсӑрланчӗ. Ҫил ҫук чухне «Пилигрим» вырӑнтан та куҫаймарӗ. Мӗн тейӗр эсир куна хирӗҫ? Ҫакӑ сасартӑк йӑлтах палӑрать е айккинчен ҫаврӑнса начальствӑ патне ҫитет? Анчах унтан ҫырӑва каллех илет те, ҫилленнӗ пек пулса конвертне ҫурать, вулать, ҫырӑва тепӗр конверт ӑшне чиксе ҫыпӑҫтарать, сӗтел ҫине пӗшкӗнсе адресне ҫырать. Ахальтен мар вӑл нигилист та ӗнтӗ! Мӗн чухлӗ ларать вӑл, мӑнтарӑн, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе! — Манӑн чунӑм, мӗн ыйтатӑн эсӗ? Амӑшӗ тепӗр хут чӗнчӗ: — Рене! Сана та, Бояркӑри пур штурмовиксене те хӗрӳллӗ салам. Нина Капитоновна ӑна аллинчен тытрӗ. Пурте, ҫав тери шӑп та аванччӗ… сасартӑк акӑ: та-та-та, тра-та-та! — Хӑҫан тупрӑр эсир ӑна? — ыйтрӗ Дегтяренко. Карӑлнӑ ҫӑварӗнчен унӑн, пырӗ тытӑннӑ ула куракӑнни евӗр, пурӗ те пӗртен-пӗр чӑшӑлтатакан сасӑ ҫеҫ сирпӗнсе тухать. Вӑл хӗҫӗпе пӗрле портупейне хывса тӗмсем ӑшне ывӑтнипех ҫырлахрӗ. Эленпа Мэрин «салонӗ» пӗрмай хӑнасемпе тулать. Ун пек пурнӑҫа пӗрре тӳссе курнӑ эпӗ. Вӑл хӑй ҫинчен ҫителӗклӗ таранах каларӑм терӗ пулас; сывлӑш ҫавӑрчӗ те хӑйӗн кӗске кӗлеткеллӗ кӳрши ҫине куҫрӗ: — Ку пирӗн «Ҫӑмха», Шура Найденов. Апла пулсан, укҫине кӑларса хурӑр! Хӗвелӗ пур, хӗртет те хӗртет. Декабрӗн 16-мӗшӗнче ирпе, вунпӗр сехет ҫитерехпе, тӑвӑл лӑпланнӑ пек пулчӗ, вара ҫавӑн витӗр Джон Мангльс малта пӗр ултӑ миль леререх лутра ҫыран курӑннине астурӗ. — Тавлашатӑп, — терӗм эпӗ шӳт туса. Ача ҫапах ха, вилӗсене турттарса каймалли урапа пекех, салхуллӑ. Вӑл мар Кунсем те ҫав тери салхуллӑн иртсе пычӗҫ, эпӗ ун чухнехи кашни калаҫӑва, кашни тӗлпулӑва, кашни шухӑша тенӗ пекех астӑватӑп пулин те, манӑн вӗсем ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартас килмест. Говэн каялла ҫаврӑнчӗ те хӑй хыҫӗнче Радуб сержант тӑнине курчӗ, вӑл ҫарти пекех тӳрӗленнӗ, аллине картуз сӑмси патне тытнӑ. Ҫапла, унпа шӳтлеме юрамасть, вӑл хӳтӗлеме те пултарать. Макӑрас килетчӗ, кӑкӑрта куҫҫуль вӗресе таратчӗ, чӗре ун ӑшӗнче пиҫнӗ пекчӗ: вӑл чӗрене ыраттаратчӗ. — Акӑ, Катерина Ивановна та кунтах, — терӗ карчӑк. Ҫавӑнпа вӑл тӳрех ҫыран хӗрринелле тапса сикрӗ те вӑрман чӑтлӑхӗ ӑшнелле кӗрсе кайрӗ. — Колхоза ҫырӑнас мар тетӗр эппин? — ыйтрӗ Давыдов. Унтан виҫӗ утӑм каярах, штыкне рабочин ҫурӑмӗ патнех тытса, кӑвак шинель тӑхӑннӑ, пилӗкне икӗ подсумка ҫакнӑ петлюровец пырать. — Ӑна эп вӗлермен. Эсӗ ху ҫырана тухма ан та шутла, киммӳ ҫапӑнса ванма пултарать. — Енчен вунпилӗк ӗне сӑрт ҫамкинче кӗтӳре ҫӳрет пулсан, вӗсенчен миҫе ӗни пӗр еннелле пӑхать? Маларах кайсан эпӗ ӑна каллех куртӑм — вӑл сӳнтернӗ фонарӗн йывӑҫ юпине ыталаса тытнӑ та ӗнентерӳллӗн кӑшкӑрать: — Лена, эп пӗтетӗп… о, Лена… Залра аристократсем нумай пулсан та, вӗсем кунта никамран та именсе тӑмаҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте купецсем ҫак аристократсене пуҫ тайнипе хӑйсен аттисем хӑварнӑ тусана хӑйсемех шӑлса тасатма хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ. Мӗншӗн тесен — пӗл ҫакна Симурден священник: сан тирне эпир йытта сӳнӗ пекех сӳсе илнӗ пулӑттӑмӑр. Тата темиҫе хут талпӑнсан… — Такам сыхлать мана… Тӗпӗр чухне тӑратӑн-тӑратӑн та кӗтесре, чӗркуҫҫипе ҫурӑм ыратма пуҫланине пула ирӗксӗрех: «Манчӗ ман ҫинчен Карл Иваныч; ҫемҫе кресло ҫинче ларма тата хӑйӗн гидростатикине вулама ӑна канлӗ пулмалла, — вӑт мана еплерех-ши?! — тесе шухӑшлатӑн, ху ҫинчен аса илтерес тесе, кӑмака питлӗхне ерипен уҫа-уҫа хупма е стена ҫумӗнчи штукатуркӑна чавалама пуҫлатӑн; анчах урайне ӑнсӑртран пысӑк катӑк шаплатса ӳксен вара, тӳрех калас, хӑрани те кирек мӗнле асапран ирттерет. Комиссие кайнӑ чух ӳпкем пӑшӑрхантармастчӗ-ха мана. Сӗтелпе тенкелсен вырӑнне курӑк ҫине сарса хунӑ пелионсем пулчӗҫ, каҫ пулсан кашниех ҫавсем ҫине выртса канӑҫ тупрӗ, ҫӗнӗрен вӑй кӳртекен тутлӑ ыйӑхӑпа ҫывӑрчӗҫ. Вӑл кӑвайт патне выртрӗ, пуҫне рюкзак хӗррине хучӗ те куҫӗсене хупрӗ. Унтан Николай Антонычпа Ромашка темшӗн кабинета кӗчӗҫ, эпир вара карчӑксемпех тӑрса юлтӑмӑр, вӗсенчен пӗр карчӑкӗ нимӗн те илтмест, тепри юри илтмӗш туса тӑрать. Сӳсе илнӗ ҫивитти айӗнчен тӗл-тӗл каштасем, айӑк пӗрчи шӑмми пек, курӑнса тӑраҫҫӗ. Сӗтел хушшинче — ҫав тери савӑнӑҫлӑ, халӑх та нумай унта, пурте кулнӑ, хытӑ кӑшкӑрса калаҫнӑ. Стоновой, вулӑс крыльци ҫинче тӑрса, аллисемпе сулкаласа, малтанхи пекех хӑратма тӑрӑшса, киревсӗр сасӑпа калаҫрӗ: — Ухмахсем эсир, йыт ҫурисем! Тухтӑр тухса кайнӑ хыҫҫӑн арӑмӗ ӑна куҫҫуль юхтарсах: операци тутарма килӗш, тесе ӳкӗтлеме тытӑннӑ, Михаил чышкине чӑмӑртаса юнанӑ та:— Сывалсан — сана хӑвнах япӑх пулать! — тенӗ. — Вӗсем вӑранаҫҫӗ! — кӑшкӑрса ячӗ амӑшӗ. — Сан хапхуна Ҫемен хупас ҫук… — Епле, пуп ывӑлӗ-и? Эпӗ лайӑх пӗлетӗп, — текелерӗ вӑл. Пӗр провинцинчен тепӗрне уйӑрса тӑнине палӑртакан йӗрсене Англин географӗсем линейкӑпах туртса тухнӑ. Хамшӑн ҫав тери ҫӗнӗ те уҫӑмлӑ пек туйӑннӑ ҫак шухӑш — халь эпӗ унӑн майне-шывне те аран ҫеҫ тӗшмӗртетӗп — мана питӗ килӗшрӗ, эпӗ, хут листи илсе, ӑна ҫырса хума шут тытрӑм, анчах ҫырма ларсан ман пуҫа татах та нумай шухӑшсем кӗрсе тулчӗҫ, манӑн ирӗксӗрех пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнмалла пулчӗ. Ҫывӑрма выртас вырӑнне пӗтӗм ушкӑн кӑвайт тавра пуҫтарӑнса, каҫхи апат ҫиме ларнӑ. Вӗҫне: «Атаман Чеснок» — тесе алӑ пуснӑ. Люба чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳренӗ, ялан тетӗшӗ еннелле мӑйне темӗнле тӑснӑ. — Улпуту мӗн каларӗ? Мӗншӗн-ха апат-ҫимӗҫ нумай, анчах эпӗ выҫӑ? — Эпӗ кӗнекесене юрататӑп. — Чим-ха! Ӑна Китай ҫыннисен шуйттанӗ Цинти-Ю-Тонт ҫинчен калакан халлап ӑраснах та кӑмӑла каятчӗ; Вӑл та ӑслӑ, курпун ҫынсем пурте вӗсем ухмах мар! Нӳрлӗ, пылак сывлӑш питрен кӑтӑклать, хӑлхасенче янӑрать. Йывӑрлӑхран Айртон хӑтарчӗ. Кунтан ҫирӗм миль ҫурҫӗрелле Блек-Пойнт станци пур, вӑл ҫавӑнта кайса тимӗрҫӗ илсе килетӗп терӗ. Эпӗ шыраман ҫӗр те хӑвармарӑм, анчах та пекӗ ҫӗр тӗпне анса кайнӑ пекех пулчӗ. — Колхоз пухӑвӗ пӗрлештермелле тесе решени йышӑннӑччӗ-и? «Пӗр черкке ликер ӗҫме пулать-ши?» — ыйтрӑм эпӗ, вӑл вара: «Vater! ҫамрӑк ҫын пӗр черкке ликер ыйтать», — терӗ. — Унтан — ухтарчӗҫ. — Пӗлместӗп. — Каюк илсе килеҫҫӗ мар-и? — кӑшкӑрчӗ Лука. Сывӑ пулӑр, ҫывӑх тӑвансем, сывӑ пул, Валя, сывӑ пулӑр, вӑрттӑн ӗҫе куҫнӑ юлташсем! — Апла пулсан, с-сирӗн преподоби, мана унта антарсан, ӑна ӗмӗрлӗхех пӗтертӗмӗр, тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Унтан эпир сасартӑк хускалса кайрӑмӑр та — ҫав тери хыттӑн пырса ҫапрӑмӑр! — Хӑшӗсем пӗве патне вӑкӑрӗсене тытма кайрӗҫ Хӑшӗсем аякри пусӑра сухалама та пуҫланӑ. Пӗрремӗш спутник 94 талӑка яхӑн вӗҫнӗ, Ҫӗр тавра 1 440 хут ҫаврӑнса, мӗнпурӗ 60 миллион км кайнӑ. Ӑна ни колхоз, ни совхоз, ни Совет влаҫӗ ним тума кирлӗ мар. Ҫынсем пуринчен ытларах пӗр-пӗрин ҫине вӑрттӑн тарӑхса, вӗчӗ тытса пурӑнаҫҫӗ, ку вӑл, шӑмшак нихҫан тӳрленейми ывӑнса ҫитни пекех, тахҫантан пыракан туйӑм. Вӑл мана тӑмпай тесе каласан, мӗншӗн-ха эпӗ ӑна: хисеплӗ ҫыннӑм, кам ҫынна йывӑр сӑмах калать, ҫав хӑй тӑмпай пулать, тесе каламарӑм? е мӗншӗн-ха ӑна хирӗҫ: ан палка! тесе кӑшкӑрмарӑм — ку питӗ лайӑх пулатчӗ; мӗншӗн эпӗ ӑна дуэле тухма чӗнмерӗм-ха? Елена куҫхаршисене пӗркелентерсе илчӗ. Софья Ивановна вӗсене шаккаттармасӑрах уҫса кӗртрӗ. Эсӗ ӑна хӑҫан та пулин курнӑ-и? Ҫавна асра тыт эсӗ. Унтан аялтан, вӑрман хӗрринчен, инҫетрен килекен сасӑ уҫҫӑн илтӗнсе кайрӗ: — Вӑрӑ-хурахсем! Парӑнӑр! Мӗнлерех хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ Казонде патши! — Эпӗ эсир мана сыватма хӑтланса пӑхасшӑн тесе шутлатӑп. Итле, ыр ҫыннӑм, мӗ-енлескер япала вӑл — энергетика? Апрелӗн ҫирӗм виҫҫӗмӗшӗ Егорий Победоносец ҫветтуйӑн кунӗ шутланать. Ҫак пинсем кунта, нихӑҫан сӳнми пӗр вӑй пулса, хӑватлӑ трансформаторпа пӗрлешеҫҫӗ. Унӑн пурнӑҫӗ маншӑн кӑна мар кирлӗ вӗт!» — Ма fol, monsier… Ку ылханлӑ старик сӑмахӗсем Пугачева иккӗлентерсе шухӑшлаттарнӑнах туйӑнчӗҫ. Амӑшӗпе пӗрле вӑл мана пукане сӑпкинче каҫпа ҫывӑрма пит лайӑх вырӑн туса пачӗ. Мана йӗкехӳресем тапӑнасран сӑпкине пӗчӗкрех ещӗк ӑшне лартрӗҫ, ещӗкне маччаран ҫакса янӑ сентре ҫине лартрӗҫ. Кампани шӑпине пӗтӗмӗшпех татса паракан пысӑк пӗлтерӗшлӗ тытӑҫу ку. Вӗренмен ҫын вӑл — вӑкӑр, ӑна хуть кӳл, хуть аш ту, вӑл хӳрине ҫеҫ силлекелет… Тен, хама мӗн кӗтнине туйнӑ пиркиех, пурнӑҫри савӑнӑҫсемпе сывпуллашмаллине сиссех ҫапла киленсе пынӑ-и тата? «Халь ӗнтӗ вӑл ирӗкех сывлама пултарать. Ҫулталӑкӑн ку вӑхӑтӗнче ҫурҫӗр сурчӑмӑрпе ҫуркуннехи ӑшӑна ҫутӑ пама вӑл экватортан каҫман-ха, анчах ҫак кун ҫывхарса пырать. Хамӑрӑн малашнехи пурнӑҫ мӗнле пулмалли ҫинчен, пӗрлешсен мӗнле пурӑнасси ҫинчен калаҫса пӗтернӗ, малалла вара мӗн? Илемлӗ, ӗҫлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ, халӑха каланӑ пек каласан, ҫынсемшӗн ҫак ватӑ тимӗрҫ хӑйӗн пысӑк аллипе усӑ тунӑ чухлӗ усӑ тума кашнинех тур хуштӑрччӗ. Эп хӗрӗх ҫула яхӑн ялан пӗр хаҫата вулатӑп, пит аван куратӑп… акӑ сан умӑнта ман питӗм, акӑ ҫакӑнта — сӑмавар ҫинче — каллех ман питӗм, анчах ку — урӑх… Чиркӳ ӗҫне тӑвакансем авал духовнӑй текен уйрӑм сослови шутне кӗнӗ; ытти ҫынсене вара светски ҫынсем тенӗ. Ҫавӑн пек сыптармалла вӗсене! Юлашкинчен уйӑх та тухрӗ. Вӗсем хирӗҫнине пӗлетӗр-и эсир? Хай-йю, Старик! — Илтӗнет, — кӗскен хуравларӗ хӑна, табак хутне сурчӑкланӑ май, кил хуҫи ҫине куҫхарши айӗпе тимлӗн пӑхкаласа. Островнов мӗн ыйтнине кладовщик пӗтӗмпех панӑ, продуктсем тухманнине пытарма, вӑл сӗннипех, бригадирсене улталанӑ. 1229 ҫулта сирпӗнсе тухнӑ лава хӑйне валли ҫак туннель витӗр ҫул хывнӑ. Ҫак шухӑш килсе кӗнӗшӗн савӑнса хӗпӗртеме те ӗлкереймерӗ вӑл, таплаттарса чупни тата Костя сасси илтӗнсе кайрӗ: — Акӑ вӑл, акӑ кунта! Хам вырӑна Лагутинӑна лартатӑп та, алӑк ҫине: «Хӗрарӑм пайӗ», тесе ҫырса хурса, хам та Бояркӑна вӗҫтеретӗп. Ҫавӑнпа эпӗ ҫавнашкал юбкӑллӑ ҫамрӑксене тӳсме ҫук кураймастӑп, ҫак ӗҫ хыҫҫӑн вӗсенчен пӗрин ҫине те куҫ хывма та кӑмӑл ҫук манӑн! Ҫапла ача нумайччен аппаланнӑ. — Епле апла? — хыттӑн ыйтрӗ Никита; дворник анасласа илчӗ те:— Ҫапла — ҫавӑн пек ҫав, — терӗ. Петр унран йывӑртарах, Петрта темле ӑнланмаллах мар япала пур; халлӗхе вӑл хӑюллӑ ҫын мӗн тери нумай ӗҫ тума пултарнине ӑнланаймасть-ха. — Итле, Марко бай, ҫав сирӗн хӳмӗр ҫинелле хӑпаракан ҫын пӗр-пӗр хурах пулман-ши, — ыйтрӗ Иванчо, — шавӗ-ҫуйӑхӗ ахальтен ҫӗкленмен иккен-ха. Апла пулсан, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, сирӗн мана итлес пулать! Вӑт епле! Вӑл тӑлӑх арӑма ҫын ӗҫне сӑмсине чикме кам хушнӑ-ха? Ун куҫӗ ҫине ӳкекен шурӑмпуҫ ҫути ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пырать. Тӗлӗкри сасӑ акӑ мӗн каларӗ: «Ан тив, ҫав вунӑ цента Валаам хушӑнтарса пытӑр, усламне сана патӑр!» — терӗ. Вӑл питӗ те ывӑлӗ евӗрлӗ. Анчах ывӑлӗ темӗнле хускалман ҫын пулнӑ пулсан, унӑн ашшӗн вара ҫамки ансӑртарах та усӑкрах, ҫӑварӗ пӑртак сарлакарах пулнӑ, хыпаланчӑк пулнӑ, хулайне кӗпи каснӑ пек, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе тӑнӑ, ӳсӗрнӗ, пӳрнисене вылятнӑ. — Ҫын. Эпир вара пӗрле каҫхи апат ҫийӗпӗр, — эпир повора та хамӑрпа пӗрлех илсе каятпӑр вӗт, — эсир ман патӑмра ҫӗр каҫатӑр. Эпӗ унӑн ӗҫпе ывӑннӑ тӗксӗм сӑн-сӑпатне, кӗпе ҫуса ҫуркаланнӑ аллисене куҫ умне ӳкертӗм. Ывӑннипе каҫхине вӑл апат ҫиме те пултараймастчӗ. Пурнӑҫӗ унӑн вилӗмрен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмастчӗ. Ӳсӗр мар вӑл, анчах унӑн пуҫӗнче темле шухӑш ҫаврӑнать пек. — Пиҫсе кайрӑр-и? — ыйтрӗ Ромаҫ. Вӗсем пӗр-пӗрне ҫирӗппӗн алӑ тытнӑ. Анчах шыв патне пӗшкӗниччен Морис тата тепӗре каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ та симӗс ҫулҫӑсем хушшинче ягуарӑн чӑпар сарӑ тирне лайӑхах курнӑ. Хӑйпе пӗрле вӑл нимӗн те илмерӗ, тӳрӗ ҫын пурлӑхӗсене усал ҫын илтӗр терӗ пулмалла. «Обещаны Петром Алексантровнчь из Москву в 18… году золотые часы в 140 рублей. Эпӗ кама та пулин тӗрмене ярса, ӑна хатӗрлесе тӑччӑр, тесе калама яриччен кӗтсе тӑма пултараймастӑр-и эсир? Манӑн та ҫапла ертсе каймалла! Чӑтлӑх ӑшӗнче тем хуллен кӗшӗлтетни илтӗнсе кайрӗ. — Епле? Шаркку ҫине хыҫҫӑн вӑл сасартӑк калаҫма пуҫларӗ: анчах мӗн ҫинчен-ха? Ун пичӗ Фома еннелле ҫаврӑнсан, — Фома унӑн пӑшӑлтатакан ҫӳхе тути хӗррисене, шӗвӗр сӑмсине тата пӗчӗкҫӗ сайра мӑйӑхне курнӑ; ҫынни кулмассерен, ҫав пӗчӗкҫӗ мӑйӑх ҫӳлелле сиккелесе илнӗ… Вӑл ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пурне те манса кайрӗ — ывӑлне те, хӑй вырнаҫайманнине те, ӗҫсем епле пыни ҫинчен Корытова мӗн те пулин пӗлтерме кирлине те. Пурӑнасса вӑл халӗ леш, наступлени вӑхӑтӗнче пулакан ҫӗкленӳпе пурӑнать; ҫак лайӑх япала кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ япала пулчӗ уншӑн. Ку — Эвелина ун патне пынӑ та, унӑн пӳрнисене вӑрттӑн чӑмӑртаса ҫав териех савӑнӑҫлӑн пӑшӑлтатать: — Илтрӗн-и эс? Пурте тӗллерӗр-и? Анчах ури ҫине тӑма тӑрсанах, вӑл пуҫӗпех шыва путрӗ те хӑмпӑсем кӑларчӗ. Эпир суккӑр мар, анчах эпир джентльменсем, ырӑ кӑмӑллӑ государь, тавӑрма та джентльменле тавӑратпӑр. Эпӗ ҫывӑрмастӑп, ҫывӑрнӑ пек туса выртатӑп. — Сапӑр! — команда парса тӑнӑ Марийки. Носилкӑна тӑсланкӑ Юра йӑтса пырать. Вӑл тек-текех каялла, Алексей ҫине, ҫаврӑнса пӑхасшӑн, ҫавӑнпа та кашни утӑмрах такӑнать. Карета ӑшӗнчен: — Пулӗ те, анчах пит ӗненмеллех мар, — тесе тӑрӑхласа кулни илтӗнчӗ. Ҫак кунсенче вӑл хӑйӗн халичченхи ӗҫӗ ҫинчен шухӑшлама та пултараймарӗ. Кам пӗлет, тен, Павел Шубин ячӗ пӗрре хӑҫан та пулин чапа тухӗ? 1945 ҫулхи июнӗн 21-мӗшӗнче Хӗвел тӗттӗмленни Совет Союзӗпе ҫурҫӗр енӗпе иртсе кайнӑ. Поход пуҫланнӑран вара иккӗмӗш эрне ҫине кайсан, полк Ржев тӑрӑхӗнчи тӗксӗм вӑрмансенчен тухса Мускав патнелле ҫывхарма пуҫларӗ. Чи ҫирӗп металсене шӑрантармаллӑхах хӗрсе хӑпарас вырӑнне, мӗншӗн-ха вӑл ҫӗр тарӑнӑшӗнче чи ҫӳлти виҫене хӗрсе ҫитме пултараймасть? Инҫетри тӗксӗм горизонтра ҫиҫӗм йӑлтлатса илет, бастионри салтак: «тупӑ!» тесе кӑшкӑрать те, етре вара, рота ҫийӗпе уласа иртет те, ҫӗре алтса, чулсене ҫӳлелле вӑркӑнтарать. Ҫынсем сухарипе консерва ҫирӗҫ, темиҫе тумлам ром ярса тутлантарнӑ шыва ӗҫрӗҫ, — ытти апат-ҫимӗҫ хушшинче Бат пӗр пичке ром тупнӑ. Вӑл, хӗвелтен хӳтӗленесшӗн пулнӑ пек, аллисене сарса пӑрахса месерле выртатчӗ. Ҫӳҫӗ унӑн сап-сарӑччӗ, сӑнӗпе вӑл ытла та ҫамрӑк пек курӑнатчӗ. Ҫине вӑл йӑлтӑркка тӳмелӗ форменнӑй тужурка тӑхӑннӑччӗ. Ҫула тухас умӗн тӳмисене шурӑ пурпа тасатнӑ ахӑр вӑл. Домоправитель пӳлӗмӗнче вут умӗнче ларса, эпӗ шухӑшӑмпа утрав патне тӗрлӗ енчен ишсе пыраттӑм. Балабин вӑр-варах графинран стакана шыв ячӗ те, Макар ҫине пӑхмасӑрах, ӑна шыв ӗҫме сӗнчӗ. Корчжинский Нагульнов ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене вӑштах аяккалла пӑрчӗ: Нагульновӑн стакана ҫатӑрласа тытнӑ алли сиксех чӗтрет. — Ну, мӗн вара? — тесе ыйтатӑн эпӗ. Енчен аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек ӑмӑрлансан та, аслатийӗ ҫур минута ҫеҫ пырать — анчах ҫакӑн хыҫҫӑн вара пӗр эрне пурте чӗрне вӗҫҫӗн ҫӳреҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ тӗпчеве кӑмӑлламастӑп. — Вӑт ку тӗлӗнмелле вара! Шӳтлессе вӑл пӗр чарӑнмасӑр, автомат пек шӳтлерӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй пӗртте кулмарӗ, куҫӗсем хӑйпе калаҫакан ҫынна тимлӗн сӑнаса пычӗҫ. Аялта мамӑклӑ мӑк ҫӗре кавир пек витсе тӑрать. Картишре ҫӑмӑллӑн пусса утакан ура айӗнче хӑйӑр чаштӑртатрӗ. Инсаров тепӗр енне ҫаврӑнса тӑчӗ. — Ҫапла… пӗлетӗп… — Эпӗ пӗлетӗп, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе. Анчах вӑл хӑй ҫапах та тӗрӗс мар хӑтланинне ӑнланса илчӗ, ҫавӑнпа ҫийӗнчех пӑрӑнса кайрӗ те пӗтӗм хаярлӑхпа саккӑрмӗш рота ҫине сиксе ӳкрӗ, унта ҫав вӑхӑтра шӑпах ранцӑсене тӗрӗслеме пикеннӗччӗ: — Гет-то, мӗн арӑш-пирӗшӗ ку! Пичче лашасене аран-аран чарчӗ, пӗрне тӑварса, мана ун ҫине урлӑ хучӗ те юланутпа хуторалла юрттарчӗ, эпӗ ӑнран кайнӑ, пӗтӗмпех хам дудак чӗкрипе тата тӑпрапа вараланса пӗтнӗ, дудакӗ путсӗрскер, чип-чиперех вӗҫсе кайнӑ. Ятуллӑ илемлӗ беляна ҫырма тӑрӑх хӑяккӑн шӑвӑнса пынӑ; ун ҫине тиенӗ сарӑ чус ылтӑнӑн йӑлтӑртатнӑ, ӗлӗкхи ҫурхи пӑтранчӑк шыв ҫинче тӗксӗммӗн тӗкӗрленнӗ. Кунта эпӗ шывпа сывалма килнӗ ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен, вӗсем хушшинчи паллӑ ҫынсем ҫинчен унран ыйтса пӗлме пуҫларӑм. Вӑл хохол Павела кӳрентересрен хӑрарӗ, ҫавӑнпа та алӑка васкасах уҫрӗ те, чӗтрекенскер, хуйхӑрса пӗтнӗскер, кухньӑна кӗнӗ чух хыттӑн калаҫма тытӑнчӗ: — У-у, — сивӗ! Юлчӗ рабочи клас. Тем каласан та, вӑл леш сӗлекеллӗ гимназистсем пек мар». Ҫапах та ӑна кайран-кайран каласа ҫавӑрчӗҫ, анчах вӑл мана ирӗке кӑлармалли условисене ҫырассине ҫине тӑрсах хӑй ҫине илчӗ. — Директор!.. Чӗрӗ юлнисем кашни минутрах каялла килме тата пирӗн ҫине мушкетсенчен пеме пултарнӑ. — Ҫ-ҫук, аплах калама ҫук. Эпӗ хамӑн хӗҫе юриех манса хӑвартӑм та, ӑна илме тесе, каялла таврӑнтӑм: эпӗ капла Марья Ивановнӑна пӗччен тӗл пулӑп тесе шантӑм. — Ҫӳҫне пуҫтармалла-и санне? Акӑ ӗнтӗ вӑл виҫӗ эрне хушши тӗрмере ларать, Бризигелла влаҫӗсем ҫак хаклӑ пурлӑхпа нимӗн те тума пӗлмеҫҫӗ. Вара Давыдов ӑна ҫӑлма васкарӗ: ҫӳлӗк ҫинчен вӑр-вар йӗтӗр илчӗ, кӑптӑрмӑш карчӑка тӗртсе ячӗ те, чӳлмек тӗпне пӗрех туртса ҫапрӗ. Анчах ӗнте вӗсемпе Фома хушшинче шыв хушӑкӗ сиввӗн ялтӑранӑ, вӑл сахалтан та пӗр хӑлаҫа яхӑн пулнӑ. Пулас начальникӗм Миронов капитан епле ҫын иккенне хам ӑшра палӑртма тӗлӗрсе пыратӑп. Ӑна хирӗҫ вӑл шӳтлесе ответ пачӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй темшӗн асра юлнӑ хаваслӑ сӑмаха пӗрмай каласа пычӗ: «Контакт пур, пур контакт». Ҫакна кӑтартса пама икӗ пример илер. Ҫакӑн хыҫҫӑн, ҫурӑлнӑ михӗрен ҫӗрулми тӑкӑннӑ пек, тӗссӗр те йывӑр сӑмахсем ӳкме пуҫларӗҫ. Ман патра кӑвакарчӑнсем пурӑнма тытӑнчӗҫ, вӗт эпӗ вӗсене кирлӗ пек сыхлатӑп. Анчах килӗр-ха кунта, ман сире пӗлтермелли пур. Пӑлхав, тен, паян ытти ҫӗрте те ҫӗкленчӗ пуль. Анчах хӑйсене темле пысӑк хӑрушлӑх хӑратса тӑнине вӑл та ӑнланнӑ, ӑна пӗтӗмпех пӗлсе ҫитме пултарайман пулсан та. Пушшӑн, калама ҫук пысӑккӑн та сиввӗн курӑнать ҫӳлте, ҫавӑнпа пуль пӗтӗм талккӑш, ҫӗртен пуҫласа тӳпене ҫитичченех, ӗмӗрхи тертлӗхпе те ӗмӗрхи кичемлӗхпе тулса ларнӑ пекех туйӑнать. Асту, Шырланпуҫри казачкӑсен сиенлӗ тыткӑнне кӗрсе ан ӳк. Вара Аркадий Павлыч темӗнле французла романс юрласа ячӗ. — Санӑн ун пек калаҫма тивӗҫ ҫук! — кӑшкӑрчӗ Павел. Урайне пӑрахса хӑварнӑ пӗчӗкҫеҫ хунар унӑн шуралса, тарласа кайнӑ сӑн-питне тӳлеккӗн ҫутатать. Аэлитӑпа Ихошка тата Лось тӑватӑ ҫунатлӑ, хупӑ кимӗпе Лизиаӑзира тӑвӗсем патнелле вӗҫеҫҫӗ. Ытти япаласем пекех иртнӗ ӗмӗрте ҫыхса тунӑ чехол айӗнче чей пиҫсе ларчӗ, сӗтел варринче сенкеррӗн йӑлтӑртатакан бутылкӑпа икӗ черкке тӑчӗҫ. Унтан шӑрчӑксем тӳсме ҫук хытӑ чӗриклетме пуҫларӗҫ, анчах вӗсем ӑҫта чӗриклетнине этемӗн нимӗнле ӑстӑнӗ те пӗлме пултараймасть. Чӑнах, пулаҫҫӗ-ҫке ҫавӑн пек ҫынсем, вӗсем те калама ҫук тӗлӗнмелле япаласем пулассине малтанах ҫырса хунӑ темелле! Пассажир пуйӑсӗсем килнӗ ҫӗре унта дамӑсем те пыра-пыра тулаҫҫӗ, — провинцири сирсе сирӗлмен кичем пурнӑҫа кӑшт улӑштарнӑн туйӑнать пулас ҫакӑ ҫапах та. Килтӗрех сан Яну: эпӗ ӑна кунта килтересшӗн. Вӑл вӗрентнине пӑх-ма чарӑнса тӑрсаттӑмӑр эпир, анчах вӑл пире Василиса Егоровна патне кайма хушрӗ, хай те пирӗн хыҫҫӑнах пыма пулчӗ. — Мӗн тӑвас, — киркӑпа тата лумпа ватса хамӑр валли ҫул хывса стенана ҫӗмӗрсе тухӑпӑр, — тет пичче. — Эсӗ те ҫав, ҫавна пӗлместӗн! — Ӑнланса илме ватӑ ӗнтӗ эпӗ… — хутла та пӗлместӗп… …Павел час-часрах, ытларах калаҫма пуҫларӗ, хӗрӳллӗрех тавлашакан пулчӗ — ырханланса пычӗ. Тата мӗнпе тӗлӗнтерес тетӗр-ха эсир пире? Ман чи ҫывӑх начальство — кукамайӑн йӑмӑкӗ, чарма ҫук ҫилӗллӗ пит шавлакан карчӑк, ирех, пӗр ултӑ сехетрех тӑратчӗ; пит-куҫне кӑшт-кашт суса илсе, вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те, хӑй пурӑнӑҫӗ ҫинчен, ачисем ҫинчен, кинӗ ҫинчен турра нумайччен жалоба парса тӑратчӗ. Ӑҫтан суту туни пултӑр вӑл? — Мӗншӗн эсӗ кун пек ӳсӗретӗн? — тесе ыйтрӗ инспектор, ӑна мӗншӗн те пулин айӑпланӑ пек пулса. Куҫӑм йӗпенчӗ манӑн, хаваслӑх куҫҫульне шӑлассӑм та килмерӗ, хам йӗнинчен вӑтанмарӑм та. Ӗлӗкхи пекех вӑл каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ, кайра мӗн пуласси ӑна малта мӗн пулнинчен ытларах интереслентернӗ пек туйӑннӑ. Вӑл пурне те асӑрхарӗ, вара, стариксене ирттерсе ярсан, пӳрте каялла кӗчӗ. Марьяна ҫывӑрма выртма хатӗрленет мӗн. Кайрӑмӑр. Тулта тӗттӗмленме пуҫларӗ те, хӑнасем килӗсене саланчӗҫ. Ку дисциплинӑна хытӑ пӑсни пулнине вӑл лайӑх пӗлнӗ, анчах асапланакан ҫынна ӑшӑ сӑмах каласа йӑпатмасӑр унӑн ҫапах та каяс килмерӗ. Акӑ ҫак ҫӗтӗк-ҫатӑк ӗнтӗ ман кӑмӑла каять, ҫак пичке те кӑмӑла каять, вӗсенчен эпӗ урӑх нихҫан та уйрӑлса каймастӑп. — О, мистер Гленарван, — терӗ ученый, — эпӗ сирӗн судно ҫине йӑнӑшпа ҫакланнӑшӑн хӗпӗртетӗп. Телее пула, эпӗ халь хӗвел тӑрӑх пӑхса пӗлме пултаратӑп. Ҫак Фомана пушшех ҫӗтӗлтерсе янӑ: вӗсене вӑл хӑйӗн сӑмахӗсемпе ниҫта тапранми касмӑкласа лартнӑ пулӗччӗ, анчах ҫавӑн пек хӑватлӑ сӑмахсем тупӑнман ун. Манӑн хӑш-пӗр юлташсем халӗ кашни кун тенӗ пекех ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ. Астрономсем кӑштах тӗлӗннӗ: вӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, иккӗмӗш планета унта пулмалла мар пек. Ҫапла тӗрӗсрех пулать! — Каяр, Чекко, — терӗ вӑл, — святой атте, ачасене турӑ пилленӗ пек, пиллӗ сана. Вӑл, пӗкӗрӗлсе курпунланнӑскер, урисене сӗтӗркелесе, плацӑн тепӗр вӗҫнелле ӳркевлӗн хӑлаҫланкаланӑ хушӑра, кӗҫӗн офицерсем, калаҫмашкӑн та пӗрле туртса ямашкӑн тесе, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнчӗҫ. Гавар, темле приказ пама кайнӑскер, каялла ҫаврӑнса килчӗ. — Лаша вилсен, ӑна та шел, — терӗ Тихон шухӑша кайса. Петр! Эпӗ ҫынсенчен илтнӗ тӑрӑх, асли Правоведенинчен вӗренсе тухнӑ та Петербургра службӑра тӑрать; иккӗмӗшӗ, Сергей, тахҫан мана ҫав тери килӗшнӗскер, Петербургри Пажсен корпусӗнче пысӑк та хулӑн кӗлеткеллӗ кадет пулса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне бурсӑна республика йӗркипе туни, ҫамрӑк, вӑйлӑ, сывлӑхлӑ ҫынсем ҫапла пит йышлӑн кӗпӗрленсе пурӑнни вӗсене вӗренӳ занятийӗ хыҫҫӑн вӑхӑта ӑҫта та пулин урӑх ҫӗрте ирттерме хушнӑ. Кун пеккисене кӑна мар сыватаҫҫӗ унта! Кӑкӑр таран ӳстернӗ кӑвак сухаллӑ бандурист е кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ӗлӗкхи пекех паттӑр, кӑмӑлтан пӗрре те ҫемҫелмен ват ҫын вӗсене ырласа хӑватлӑ сӑмах калатех. Болоньйӑра асаплантарса вӗлернисем чӑн-чӑн преступниксем пулнине пурте пӗлеҫҫӗ. Тарса пытанма пултарнисенчен те нумайӑшӗ ҫавӑн пекех киревсӗр этемсем. Никитӑна ҫак ҫынсем хушшинче ларма йывӑр пулнӑ; вал хӑраса шухӑшларӗ: — Сасартӑк Петр пурне те каласа парсан? Мересьев машинӑран ӳсӗр ҫын пек сулкаланса тухрӗ, унӑн сӑн-пичӗ кулчӗ, вӑл хӑй умӗнчи урса кайнӑ инструктора та курмарӗ, вӑл ятлаҫнине те илтмерӗ. — Кунтан пит инҫех мар. Кузнецки кӗпертен эпӗ Тверь урамне тухса, унта пӗр кондитерские кӗтӗм, хама кунта нимрен ытла хаҫатсем интереслентернӗ пек кӑтартма тӑрӑшрӑм пулин те, тӳсеймерӗм, пылак кукӑльсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне ҫиме пикентӗм. Ун вырӑнне сывлӑшӗ мӗнле лайӑх кунта! Вӑл мана Катьӑна чӗнтерме сӗнчӗ, ҫуркунне масар ҫине кайса чечек лартрӑм, решеткине сӑрлаттарма кӗрӗшсе тытрӑм, терӗ ӑна. Казакӑн куҫӗсем Оленин ҫине пӑхса кулчӗҫ. — Тав сана! Профессор ку сӑмаха илтесшӗн мар пулса пуҫне сулкаласа илчӗ. Мӗнле тав тӑвас пулать ман сире? Савнӑскерӗм! Вӗсен хушшинче тата шӑп кӑна аскӑнлӑх туйӑмӗн чи ҫепӗҫ ҫыхӑнӑвӗ — музыка ҫыхӑнӑвӗ пур. Павкӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Атте аллӑ ҫулалла ҫывхарать, сӑнран та ҫамрӑках курӑнмасть вӑл. — Эсир пӗлместӗр-и, мӗнле поезд ку, халь кӑшкӑртаканни? Ҫӑраҫҫисем чӑнкӑртатрӗҫ, бюро чӗриклетсе уҫӑлни илтӗнчӗ… Сулахай алла револьвер тытас. Ҫапах та эпӗ кусем доминикансем е каяпцинсем пулнине ӑнкарса илтӗм, вӗсем пуҫесене хыртараҫҫӗ. — Айтӑр! — терӗҫ пӗр виҫ-тӑватӑ сасӑ. Унӑн паян ултӑ урок. — «Пилигрим» ҫинче парӑссене ҫавӑрса лартнӑччӗ ӗнтӗ, ҫил вӗсене вӗрсе карӑнтарма пуҫларӗ. Унӑн типшӗм пичӗ пушшех шурса кайрӗ. — Кипарис курӑнать — тӳрех ун патнелле ҫул тытӑр. Мӗншӗн эпӗ айӑплӑ-ха? Мӗн турӑм-ха эпӗ? Вӗсем кунтан инҫе мар. — Кӑтартӑр, — приказ пачӗ Озеров. Тин анчах кулкаланӑ Геркулес пичӗ тӑрӑх шултра куҫҫуль тумламӗсем юха-юха анчӗҫ, вӑл вӗсене чарма шутламарӗ те. Вӑл хуларах ӗҫнӗ иккен, ҫӗрӗпе канавра выртнӑ, халӗ ун ҫине пӑхма та хӑрушӑ. Алексей, ӑна итлесе, кула-кула илнӗ, ҫапла вара пиччӗшне тата ытларах тарӑхтарнӑ. — Эпӗ йӗрӗнмелле хӑтланни ҫинчен эсӗ мӗншӗн шарламастӑн-ха? — терӗ вӑл, — эсӗ халь ҫавӑн ҫинчен шухӑшлаттӑн-ҫке? — Хӑнана тарават эпӗ, анчах хӑналамалли нимех те ҫук-ха. Эпӗ ӑна хисеплетӗп пулин те, унпа паллашнӑранпах мана ун куҫӗнчен пӑхма, турӑ пӗлет-и мӗншӗнне, йывӑр, лайӑх мар. Каярахпа эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: мана виҫӗ йышши ҫынсене куҫран пӑхма лайӑх мар — хамран чылаях япӑхраххисене, — хамран чылаях лайӑххисене, — тата иксӗмӗр те пӗлекен япала ҫинчен пӗр-пӗрне калама хӑяйманнисене. Хут лентисем, йӗр йӗрленӗ лентӑсем вӗҫӗмсӗр шӑваҫҫӗ, кашниех: «нимӗнле черетсӗр… вӑрҫӑри приказ йӗркипе… халех ҫул тасатса хатӗрлемелле…» тесе хушаҫҫӗ. Тавӑру хӑрушӑ та вырӑнлӑ мар пулнӑ, ӑна туземецсем нумайччен асра тытса тӑнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара Ҫӗнӗ Зеландире ашкӑнусем вылянма пуҫланӑ. Анчах ку ним те мар! Анчах та эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра кун пек хӑрушӑ ӳкерчӗк курман! Сӑхман айӗнчен мӑкӑрӑлса тӑраканни мӗн санӑн? — Турӑ пӗлет и ӑна, курӑпӑр, — терӗ вӑл. Танк аманса пӗтнӗ, ҫапах та пурӑнать-ха вӑл, вут-ҫулӑмпа сывласа, тискер пурнӑҫпа пурӑнать. — Ара ҫав!.. — Эпӗ эсӗ ҫывӑрнӑшӑн хӗпӗртетӗп, Бекки: халӗ ӗнтӗ эсӗ канса илтӗн, эпир каллех ҫул шырама каятпӑр. Чун тухнӑ чухне вуламалли хӑйне уйрӑм кӗлӗсем пур. Ну, юлташсем, ӗҫе тытӑнар, ӗҫе, анчах ӑна васкамасӑр, лайӑх туса ирттерер!» Мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑл ачасене юрататӑп тесе улталаса пурӑннӑ, халь ак вӗсен пӳлӗмӗпе юнашарах… Анчах унӑн кӑмӑлӗ нимӗн чухлӗ те улшӑнмарӗ, кил-ҫуртри мӗнпур ҫынсемпе, уйрӑмах аттепе, ҫав-ҫавах йӗркене пӑхӑнса мӑнаҫлӑн калаҫать; вӑл ҫаплах сӑмахсене тӑсса калать, куҫхаршисене ҫӗклет те: «Савнӑ чунӑм» — тет. Ҫак вӑхӑтра Базаров карт вӑййипе тапалашнӑ та тапалашнӑ. Анна Сергеевна картла ӑста вылянӑ. Порфирий Платоныч та хӑйшӗн тӑма пултарнӑ. — Улпутӑм, а улпутӑм, — тесе калаҫма тытӑнчӗ вӑл, — санӑн умӑнта эпӗ айӑплӑ мӗнпур кайӑка эпӗ сирсе пытӑм вӗт. Малалла тата: — Госпиталь хыҫҫӑн пире машинӑпа пӗтӗм Сталинград витӗр илсе тухрӗҫ. Эпӗ кунта вӗлернӗ нимӗҫсем сӑрт пек купаланса выртнине куртӑм. Сарӑ мӑйӑхли ун ҫинчен мӗн те пулин ан шухӑшлатӑр тесе, Павел Жухрая ирттерсе ячӗ те, хӑйне нимӗн те интереслентермен пек пулса, айккинелле пӑрӑнчӗ. Эпӗ пӗр чарӑнмасӑр, шывӑн тутине пӗлмесӗр ӗҫрӗм. Анчах пӗтӗм ыйту вӑл мӗнле усӑ парасси пулнӑ. Ачасем пӗр япала ҫеҫ тума пултарчӗҫ, — ӑна вӗсем ӗлӗк те час-часах тукаланӑ: тимӗрленӗ чӳрече витӗр Поттера пӑртак табак тата ик-виҫӗ коробка шӑрпӑк тыттарчӗҫ. Мюльреди те, Вильсон та, ҫитменнине тата эпӗ те хамӑр тӗллӗн Талькавпа ӑҫта тӗл пулмаллине тупма пултараймастпӑр, анчах Жак Паганель ҫул кӑтартса пырсан, эпир ҫул ҫине шанчӑклӑ ӗмӗтсемпе тухатпӑр. Фома ҫаврӑнса пӑхнӑ, — тротуар енчен ун патне Маякин чупнӑ. Разметнов тилхепене саркаласа тытрӗ, чӑпӑрккине ҫиллессӗн сулчӗ, лашасене вырӑнтанах сиккипе ячӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Осип Михайлович, хӑй тума тивӗҫ ӗҫе пурнӑҫланипе ҫырлахнӑ ҫын пек лӑпланса, пӗтӗм айӑпа хӑй ҫине илме шут тытнӑ, ҫитменнине тата Ефим Чернявкин та — вут тивертекенни ҫавӑ тесе, ун ҫине тӗллесе кӑтартнӑ вӗт-ха. — Укҫасӑр нимӗн тума та ҫуккине епле ӑнланаймастӑн эсӗ? — Чӑнах та; ӑслӑлӑх ҫак факта вырӑна та хумасть. Иккунӗсене тахҫан авал ӳкернӗ. Иваница карчӑк ҫавӑнпа вӗсене, авалхи хӗҫ-пӑшал пуҫтарасшӑн ҫунакан ҫын пек, пит хисеплесе пӑхать. — Манӑн Павел Корчагина курмалла, — терӗ вӑл хуллен, Артём ҫине пӑхса. Тавтапуҫ сире, Виктор Егорыч! Эсир питех те ырӑ кӑмӑллӑ! — Эсӗ ан ахлат… Вандейӑри пӑлхавҫӑсен икӗ ҫулпуҫӗ вара пӗренесенчен тупӑсем тунӑ, канонирсем вырӑнне салтак мӗлкисем тӑратса тухнӑ, ҫав «артиллери» пулӑшнипе вӗсем кӑваккисене хӑваласа янӑ. — Ҫук, Иван Иванович, — ассӑн сывласа ярать Христофор атте. Ӑс-тӑнпа юратни пулнӑ пулсан, ӑна пӗр-пӗрне сӑмахсемпе, калаҫупа каласа памалла. Вӑл хӑвӑрт пуҫне ҫӗклерӗ те канӑҫсӑррӑн инҫетелле пӑхрӗ; вӑл Егорушкӑпа Денискӑна асӑрхамасӑр ҫапла пӑхнинченех паллӑ пулчӗ: вӑраннӑ-вӑранманах Кузьмичов ҫӑм ҫинчен, Варламов ҫинчен шухӑшларӗ ӗнтӗ. Анчах тӑхта-ха! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк. Вӗсем Леоновсен авӑн карти хыҫӗнче тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ кун Давыдов кӑнтӑрлахи апатранах сехет ҫине пӑхкалама пуҫларӗ. Санин ҫак урӑм-сурӑм чӗрчуна пӗр саманта та Джемма тесе шутлама пултарайман, — анчах апла пулин те, ун чӗри кӑртлатса илте, вӑл пӗчӗкленсе пыракан хура кӗлеткене куҫӗсемпе тимлӗн сӑнарӗ. Шӑппӑн!.. Тухтӑр вӑл хӑйне ҫакса вӗлермелли кантрине кӗсйинчех чиксе ҫӳрет. Ну-и, аҫӑр та сирӗн… — вӗҫленӗ вӑл сӑмахне йӳҫӗ гримасӑпа. Руль патне тӑрас умӗн вӑл йывӑҫ курка ӑшне пӗр бутылка эрех ячӗ, ӑна пӗрре кӑна канса ӗҫрӗ те — панулмипе ҫыртрӗ. Халь сиксе тухас пек тапакан чӗреллӗ Петруҫ пуҫтарӑнса ҫула тухать те чӑтлӑх вӑрман витӗр асӑрханкаласа Упа варӗ текен тарӑн вара анать. Тата темиҫе кун иртсенех чикӗ енчен Берездова кавалерист вӗҫтерсе ҫитет. Эппин, вӗсене хураллас тесе, камӑн та пулин ҫӗрӗпех ҫывӑрма юрамасть. — Джемма! Вӑрман ҫийӗнче, аялтах, шухӑша кайнӑ пек, хӑй пӗлекен ориентирӗсене ҫухатнӑн, сивӗ сывлӑшра юмахри пек йӑмӑх хӗрлӗ хӗвел йӑлкӑшать. Тихон Вялов кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ: — Чиркӳсене те аркатса тӑкӗҫ акӑ. — Семёна? — Атту кӑнтӑрлах ним намӑса пӗлмесӗрех хӑтланаҫҫӗ, йӗрӗнчӗксем! Сид пырса кӗчӗ. Грушницкие ҫапӑҫура пурте харсӑр ҫын, теҫҫӗ, эпӗ ӑна шӑпах кӗрешӳ вӑхӑтӗнче курнӑ: хӗҫпе хӑлаҫланать хӑй, кӑшкӑрашса малалла та кӗрет, анчах малалла кӗнӗ чух вӑл куҫне хӗсет. Кунта эпӗ комендант, санӑн ман ӗҫе хутшӑнмасан та юрать. Ларсам, мӗн сиксе тӑтӑн? Автанӗ питӗ ырӑ та кӗрнеклӗ, хӗрлӗ тӗкӗсем капӑр. Герцог ӑна ҫапла тӳрлетрӗ: — Ытларах — Австро-Венгри монархийӗн историйӗ. Вӗренсе тухнӑ чухне кӑна Бульба вӗсене хӑйӗн лаши кӗтӗвӗнчен икӗ ҫамрӑк ӑйӑр ярса панӑ. Кӗрӗр, кӗрӗр, килти пек пулӑр. Ҫинҫе пӳллӗ подпоручиксем тата чӗрҫи ҫинче ларса килнӗ прапорщик бонвояжран тухрӗҫ, юлашкинчен вара юланутпа капӑрланса килнӗ офицерсем лашисем ҫинчен сиксе анчӗҫ. — Мӗншӗн япӑх? — Ольга патнерех ҫывхарнӑ май, малти кустӑрма втулкине шаккаса, хуравларӗ Георгий. — Мӗн чысӗ вӑл, ҫиме ҫук пулсан! — терӗ комиссионер обоз офицерне, йӗрӗнчӗклӗн кулса, ҫапла каланине илтсен обоз офицерӗ хӑй те кулса ячӗ. Калӑн ҫав, эпӗ ӑна нихҫан та питӗнчен урапа тапман тесе. Вӑл аманнӑ ҫын выртакан пӳлӗме пырса кӗрсен, Софья ун патне пӗшкӗнсе:— Айванла калаҫатӑн, юлташ! — терӗ. Унта никам та ҫуккине курсан, вӑл хӑйӗн кантрине илнӗ те йӑпӑр-япӑрах ӑна шыв урлӑ персе каҫарса янӑ. Венерӑн атмосфери пуррине чи малтан вырӑссен паллӑ ученӑйӗ Михаил Васильевич Ломоносов пӗлнӗ. Анчах сунарҫӑ пӗлсе тӑнӑ: ҫамрӑк ирландец вӑл пачах урӑхла йышши шлепке — мексикански сомбреро тӑхӑнса ҫӳреме хӑнӑхнӑ. Тепӗр минут иртрӗ-и, ҫук-и — тӗпсӗрлӗхрен ҫар карапӗ ҫӑхан пек вӗҫсе ҫӗкленчӗ, Лосьӑн туйӑмсӑр кӳлепине лапама пӑрахса хӑварчӗ, унтан пӗр хушӑ тавралӑха сӑнаса ҫаврӑнса ҫӳрерӗ. Мӗншӗн эпӗ кӑна Миддендорф заливӗ тесе шутларӑм-ха, эппин эпир ҫын пурӑнакан вырӑнтан инҫетре иккен? Слива, тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ун ҫине пӑхмарӗ те темелле, яланхи пек, хӑй хӑтланӑшӗсенчен те нимӗскер туса кӑтартмарӗ. Сасартӑк катастрофа пуҫланчӗ. Хӑйсем ҫинчен ҫапла каласа юрлакан пулӑҫӑсем йышши пулӗ тен: Эпир тетел каратпӑр — Типӗ ҫырансем тӑрӑх, Амбар кӗлетсем тавра… — Эсӗ ун пеккисене куркаланӑ-и? — ыйтрӗ Челкаш, ун ҫине кулкаласа пӑхса. Ҫапла иртет ҫу. Мӗн каламалли пур-ха ун ҫинчен? Вӗсене йывӑр япаласем йӑттарма тата турттарса ҫӳретме ҫеҫ вӗрентме пулать. Пӗррехинче манӑн вунтӑватӑ долларччӗ, анчах эпӗ суту-илӳпе аппаланма тытӑнтӑм та ҫука юлтӑм. Чи малтанах вӑл эпӗ мӗн ҫӳлӗшне квадрантпа шутласа пӗлчӗ, унтан вӑл линейкӑпа циркуль илсе ман тӑлпӑвӑн пӗтӗм виҫисене хут ҫине ҫырса хучӗ. Ултӑ кунтан ман тумтир хатӗр пулчӗ. Ӑна ман виҫепе мар ҫӗленӗ, ҫавӑнпа вӑл ман ҫинче пӗрре те юрӑхлӑ мар. Ҫӗвӗҫ мана виҫнӗ чухне мӗнле те пулин йӑнӑш пулнӑ пулӗ тесе ӑнлантарчӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ҫакӑншӑн хытах пӑшӑрханмарӑм. Мана ответлӑ вырӑна ӗҫлеме лартнӑ пекех, эпӗ тӳрех темле пысӑк ҫын пулса тӑтӑм. Ӗлӗк вӑл пуян классене ӗҫлемелле пулнӑ, мӗншӗн тесен унӑн урӑхла май та пулман. Кукаҫей те ҫавӑн пек хӑрушӑ кӗлтумастчӗ. Ҫак вӑрман варринче, ҫӗр айне вырнаҫнӑ ялта, хӑйне мӗнле майпа шыраса тупнине ӗненме питех те йывӑр пулнӑ пулин те, — умра чӑнах та Дегтяренко тӑрать. Унта калама ҫук хӑрушӑ япала пулса иртет иккен. Кюцамсем пиллӗкӗн: Альбина Кюцам — амӑшӗ, чылай ҫулсене ҫитнӗ хулӑм хӗрарӑм. Унӑн хура куҫӗсем, ҫын ҫине пӑхсан, ҫынна лапчӑнтарсах антараҫҫӗ, ватӑ сӑнӗнче халӗ те ӗлӗкхи илемӗн йӗрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ. Унӑн икӗ хӗрӗ — Лёльӑпа Тая. Ҫывӑрса каяйманнисем сасартӑк урамӑн пӗр вӗҫӗнче хӑйсем енне виҫӗ тупӑ кӗпҫине ҫавӑрса тӑратнине ҫӑлтӑрсен шупка ҫути витӗр асӑрхаса илчӗҫ. Уйрӑммӑнах ҫурхи вӑхӑтсенче пӗтӗм ҫӗр ҫийӗ ытарайми илем пулса тӑнӑ чух, янкӑр уҫӑ ҫанталӑкран темскер ӳпкевлӗн те ачашшӑн вӗрсе тӑнӑ чух, Игнат сасартӑк улшӑнса кайнӑ. Ҫак ҫынсене хисеплетӗп те, вӗсем пур машинӑсен инструментсен вӑрттӑнлӑхне пӗлнине, тӗнчере мӗн пуррине те юсама пултарнине ӗненетӗп. Эсир Брут кам пулнине пӗлетӗр-и, Увар Иванович? Становой хӑй умӗнче ҫур ункӑ пулса тӑракан ушкӑн ҫине пӑхса илчӗ. Ҫакса вӗлермелле! — тесе кӑшкӑрчӗҫ сасӑсем пур енчен те. — Шел пулин те!.. — ассӑн хашлатрӗ Ромашов. Пусарнӑ шухӑшӗсем хушшинче — хурланас кӑмӑл тата кашни ҫыннах тивӗҫлӗ, анчах та ӑна ҫеҫ тивӗҫмен хӗрӳ те ачаш туйӑмсем пулнӑ. — Акӑ, ҫӗнӗ вӑрҫа кӗрсе кайрӑмӑр. Хӑш-пӗр чух повозкӑн тимӗр кӑшӑллӑ кустӑрмисем шӑн тӑпран ҫиелти сийне касса кӗрсе шурлӑхлӑ вырӑна путса лараҫҫӗ, лашисем вара, хӑрах турта ҫумӗнче тӗрткеленсе, повозкӑна аран-аран ҫеҫ типӗ ҫӗрелле туртса кӑлараҫҫӗ. Унта ҫитме икӗ ҫухрӑмран та кая мар пулӗ. Ҫак малтанхи ӗҫ кунӗнче тӑрӑшни пек вӑл нихӑҫан та тӑрӑшман. Тата питне сӑрлама пӗлетӗн. Арӑмӗ пичӗпе минтер ҫине тӑрӑнса:— Кам вӗренме ячӗ-ха вӗсене? — Ку чӑнахах та тӗшмӗшлени! Василий Васильевич, хӑш чухне Мересьев койки умӗнче чарӑнса тӑрса, унран:— Ну мӗнле, упаленекен этем, ыратать-и? Питӗ, питӗ, ниҫтан чӑтса тӑрас ҫукла. Ку фазансене ӑҫта тытрӑн? — ыйтрӗ Оленин. Вӑл кӗрешӳне тепӗр майлӑ ҫавӑрса ярас шутпа тӑшманне ҫапса пӑрахасшӑн пулса, ҫирӗп позицине йышӑнма тӑрӑшнӑ, ҫак тӗлӗшпе вӑл тӑшманне улталас тесе каялла чакнӑ, ӑна пур майсемпе те астарнӑ, хӑйӗн вӑйсӑрлӑхне палӑртам пек туса хӑтланнӑ. Эпӗ тумланса тула тухса кайрӑм. Президиум нумай ялтан килнӗ делегацисенчен — террорист бандитсене чи хаяр наказани пама съезд постановлени йышӑнмалла текен хутсем илчӗ. Егор, хӑйӗн кӑкринче хӑрӑлтатнине итленӗ пек куҫне хупрӗ те ҫине тӑрсах малалла калаҫрӗ: — Шарламасӑр выртни нимӗн те памасть, аннеҫӗм! Путакан карап ҫинчен таракан йӗкехӳресене аса илӗр-ха: е хӑнтӑрсене, — вӗсем, шыв шайӗ хӑпарасса сиссе, хӑйсен пӗвисене ҫӳлерех купалаҫҫӗ: ҫав тери тӑнлӑ ашаксене ан манӑр, юлашкинчен лашасене, Никомед, Скандербег, Оппиен лашисене аса илӗр. Вӗсем хуҫисем вилнӗшӗн кулянса вилнӗ. Халь ҫеҫ пурте йӗркеллӗ пулни кирлӗ. Чӳречерен пӑхса пынӑ май ҫурхи хура хирсен пысӑк хуҫалӑхне нимӗнле инкек те ҫулӑхман-и, тесе тӗрӗсленӗ пек, авкаланса выртакан юханшывсене, тӗттӗм кӑвак бархат пек курӑнан вӑрмансене пӑхса ытарайми киленетӗп эпӗ. Вӗсенче эсир пурнӑҫ сӑлтавӗ пирки сахал мар хаклӑ шухӑшсем тупма пултарӑр… «Мӗншӗн-ха эпӗ — киревсӗр пулам! Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑртлатса каякан сасӑ илтӗнсе, темӗн пысӑкӑш шыв юпи вӑйлӑ тапакан фонтан пек пӗлӗтӗн чи ҫӳлти сийӗсенех сирпӗнсе ҫитет, йӗри-тавралла вӗри пӑс кӑларса салатать. Капитан ӑна кӑлӑхах тӗрлӗрен паллӑсем парать, Грушницкий пӑхасшӑн та мар. Шӑплӑхра икӗ хутчен харӑс пӑшал персе яни илтӗнсе кайрӗ, ун хыҫҫӑн вара икӗ йывӑр ҫын кӗлетки кӗмсӗртетсе кайса ӳкрӗ. Эпӗ ҫавӑнтах ун патне чупса пытӑм тата аннене чӗнтӗм. Юратаҫҫӗ вӗсем! Вӑл пур хӗрарӑмсене те «немка» (нимӗҫ хӗрарӑмӗ) тенӗ. Вӑл ӑна ӗненчӗ те, ӗненмерӗ те, анчах кунта ҫӗре укҫа парса пуҫтаракан хуҫа та унти правительство ҫынсене «мӗн чухлӗ кирлӗ ҫавӑн чухлӗ» ҫӗр пани ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Енчен, хӑвӑр ирӗккӗн пупа чӗнсе килсе уя тухма хӑтлансан, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн пушар командипе пыратӑп та вара шывран та йӗперех ислениччен насуссемпе шӑваратӑп. Вӑл ун ҫине тепӗр хут тинкерсе пӑхрӗ те сасартӑк мӗнпур сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: «Эсӗ тутар хӗрарӑмӗ! воевода хӗрӗн служанки!..» Ҫакна илтсен, Бруно Венецирен тухса кайма хатӗрленет, анчах Мочениго вӑл тухса каясси ҫинчен «святейший» инквизицие пӗлтерет. 1592 ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче чаплӑ ученӑя тӗрмене хупса хураҫҫӗ. Тӗрмере варӑ вӑл сакӑр ҫул хушши асап чӑтать. Бруно тӑхлан маччаллӑ камерӑра ларнӑ. Ҫу вӑхӑтӗнче ҫавӑн пек витӗ айӗнче тӳсме ҫук пӑчӑ пулнӑ, хӗлле вара нӳрлӗ сивӗ ҫапса тӑнӑ. Ҫавӑн пек камерӑра ларни вӑл чӑтма ҫук нуша курни пулнӑ, асапланса вилессине пӗлтернӗ. Пӗр-икӗ кашӑк сыпсанах, ҫиес килнипе унӑн вар-хырӑм вӑтӑрӑнса ыратса кайрӗ, анчах та Алексей мӗн-пурӗ те вунӑ кашӑк ҫеҫ сыпрӗ тата темиҫе чӗрпӗл ҫемҫе те шурӑ аш ҫирӗ. Володя кӑмӑлӗ ҫемҫелни пире нумаях савӑнтараймарӗ; унӑн ӳркевлӗ те кичем сӑнӗ вӑййӑн мӗнпур илемне пӑсрӗ. Унтан тата тахӑшӗ ҫитрӗ, тата тахӑшӗ. — Вӑл пирӗн туй кукӑлӗ, Том. Зеб Стумп уҫланкӑ ҫинчен куҫне илмесӗр, чӑтлӑх патне пырса ҫитнӗ. Пурте ӑнланса илчӗҫ вара, вӗсен полкӗ, ҫухатусем пулнӑ пулин те, йывӑр похода чӑтса ирттернӗ пулин те, хальчченхинчен вӑйлӑрах та паттӑртарах иккен, ҫапӑҫура та, хальчченхи пек мар, вӑйлӑрах ҫапӑҫать-мӗн. Юргинӑн хӑй тӗллӗнех шут тытмалла ӗнтӗ; — Сывлӑха пытӑр! — шӳтлерӗ Нестеренко. Хыҫалти лӑпкӑ вырӑнта Марья Николаевнӑпа Ипполит Сидорыч лараҫҫӗ — тӑватӑ лаша Висбаденӑн чуллӑ ҫулӗ тӑрӑх юртӑпа харӑс йӑртлаттарса пыраҫҫӗ, — Париж, Париж! Эрех юрататӑр, ҫаплах тата… Ну, ара, пурпӗрех, пуҫларӑм-тӑк, йӗркипех калас… Эпир аннепе уйӑрӑлнӑ вӑхӑтра пурте йӗнерсем ҫине улӑхса ларнӑ. Яланах ҫапла пулнӑ. Ну, ыйтатӑп ҫавӑнтан, мӗнле ответлӑ работник-ха ара эсӗ? Эпӗ пирвайхи шайне вуласа пӗтерсен, пурте тенӗ пекех сӗтел йӗри-тавра тӑратчӗҫ, ыталашса пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн тайӑнса, салхулланнӑ пек пулса та йӑл кулса тӑратчӗҫ. Анчах ку хутӗнче инстинкт ҫӑткӑн кайӑксене улталанӑ. Эрех магнит пек туртрӗ ӑна, вӑл хурана кӗрсе ӳкме те хатӗр пек курӑнчӗ. Ах, турӑ, ах турӑ! — Чуп, чӗнсе кил эсӗ ӑна, ҫуртран хамӑрӑннисене пурне те илсе тухӑр, пӗр чун та унта ан юлтӑр — приказнӑйсемсӗр пуҫне. А эсӗ, Антун, урапа кӳлсе хатӗрле. — Ҫук, эсӗ пултараймастӑн! Вӑл миниатюрӑсене юратать. Апла пулин те ҫамрӑк капитан судно ҫинчи ӗҫсемшӗн хытӑ пӑшӑрханать. Вӑл хӑй куракан хӑрушлӑхсем ҫинчен пурне те чӗре патне илекен Гленарванпа калаҫса тӑмарӗ, вӗсем ҫинчен Паганельпе майора ҫеҫ пӗлтерчӗ. Ыран ирхине, тул ҫута килсен, округа каятпӑр! Ҫавнашкал сыхланни, питӗ вырӑнлӑ пулчӗ: эпӗ темӗскерле самӑр те ҫемҫе япала ҫине кӗҫех такӑнса ӳкмен иккен, чӗрӗ япала пулчӗ пулас. Ҫак ҫынсем пурте, хӑй пекех, ҫав тӗксӗм хумпала ҫӗкленсе кайнӑ, вӗсем ҫӳп-ҫап евӗр юхса пынӑ. Килнӗ ҫыннӑн ҫилли иртнӗ, вӑл лашасене кӗтме килӗшнӗ те хӑй валли каҫхи апат хатӗрлеме хушнӑ. Вӑл тӳрех сиксе тӑчӗ. Пахчаҫӑ кӗреҫепе васкамасӑр ҫул хырать, тата хура пуставран ҫӗленӗ плащ тӑхӑннӑ ватӑ карчӑк аллея урлӑ сӗнкӗлтетсе иртрӗ. Юрдан ҫуртӗнче Радкӑна кӗртсех каймастчӗҫ-ха, Лалка сывӑ чухне ӑна унпа питех курнӑҫтарасшӑн марччӗ. Анчах хальхинче Радка вилнӗ ҫын патне пыни никама та иккӗлентермерӗ. Рада Лалкӑпа пит туслӑччӗ, ҫак сӑлтав вӗсене юлашки хут курма ирӗк парать. Халӗ вӑл «илтӗнмелле» — тенӗ пек, ҫӑмне тула кӑларнӑ е тавӑрнӑ перчетке пек курӑнать, унӑн мӗнпур туйӑмӗсем пӗр пытарӑнмасӑр курӑнса тӑраҫҫӗ. Ну? Малалла чӑтса тӑма хал ҫитмест, эпӗ вара Гэнтерпа иккӗн челнок ҫине ларса разведкӑна кайма шут тытрӑм. Ну, юрать. — Австарали, Ази, Америка, Европа, Африка, — терӗ Толине. Ҫаксене пурне те эпӗ хама лайӑх енчен кӑтартас тата юлташ мана ытларах юраттӑр тесе калатӑп; анчах кашни хутрах эп шутланӑ пек мар, урӑхла пулса тухать, хам Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни тата манӑн ҫӑмӑл урапа пурри ҫинчен пӗлтерсенех, юлташ мана тӗлӗнтерсе пӑрахать: сасартӑках хӑйне ман умра мӑнаҫлӑн та сивлек тытма пуҫлать. Астӑватӑп, пулсаччӗ пирӗн Львович генерал-лейтенант, корпус командирӗ. Малтан тӗлӗнсе хытса, унтан ҫав тери ҫатӑртатса ҫилленекен ҫынна эпӗ нихӑҫан та курман. Хӑрушӑ кисренӳ. Ытах та кӗвӗҫетӗн пулсан тата хӑвӑн та вӑйӑ-кулӑра пулассу килет пулсан, — килсе ҫӳре. Анна Сергеевна чӑтӑмсӑр хускалса илнӗ. Вӑл ирхине, тен, Исая ҫӗр ҫын та курнӑ пулӗ те, вӗсенчен тӑхӑрвуннӑшӗ — е ытларахӑшӗ те — ӑна ҫисе яма пултарнӑ. Вӑрҫӑн Венгрири театрӗшӗн вӑл Чехословаки ҫине куҫрӗ, Румыни ҫинчен хӑй курни-илтнине каласа пачӗ, Афинӑри событисем ҫинче те кӗскен чарӑнса тӑчӗ (ҫак кунсенче Афинӑра осаднӑй лару-тӑру туса хуни ҫинчен пӗлтернӗччӗ). — Хам тухса кайнӑшӑн хурланатӑп та, ҫав вӑхӑтрах савӑнатӑп та, — малалла каларӗ вӑл. — Памастӑп сана калуш, — терӗм эпӗ ҫиленсе. Пӑрахут ҫиле май пырать, парӑссене карнӑ та пӑс та нумаях кирлӗ мар. Вӑл: ҫук, медаль паман, мухтанӑ ҫеҫ, — тет. Чӑнкӑ сакӑлтасемпе анса пырать шыв патнелле сылтӑмри ҫӳллӗ ҫыранӗ. Ту пекех капланса пынӑ вӑл Днепр ҫине, шывӑн пысӑк анлӑшӗ умӗнче чарӑнса тӑнӑ. Цанко айӑпа кӗнӗ пек пулса тем мӑкӑртатрӗ. — Йӑнӑшатӑн эсӗ, мучи, — хурлӑхлӑн та пӗр кулмасӑр каларӗ Дубцов, ыттисем ҫине хура куҫӗпе тимлӗн пӑхса. Пирӗн заведующи. Ман шутпа, ку укҫа пирки вӑл мӗн шухӑшланине кирек кам та пӗлет. — Мӗнпе пӗтрӗ вара ҫав ӗҫ? Джордж Джексон, санпа пӗрле тата кам та пулин пур-и? — Бекки, — тархасларӗ вӑл. Озеров майор хӑй полкӗн вӑйне хытӑ ӗненсе тӑнӑ, тӑшман тем пек вӑйлӑ килсе ҫапсан та чӑтса тӑратех, тенӗ. — Кӗтмен ҫӗртен вӗт-ха, — терӗ Лозневой, плащ-палатки ӑшӗнче тӑрмашкаласа. — Ана эпир пӗтӗмпех пӗлетпӗр. Ӗҫ ҫинчен кала! — тӳсеймесӗр пӳлсе хучӗ секретарь. — Лӑпкӑрах!.. — ыйхӑ тӗлӗшпе каланӑ лешӗ. «Халь» самах, вӗсен амӑшӗ ҫук чухне тенине пӗлтерекенскер, кукамай чӗринче хурлӑхлӑ асаилӳсем хускатрӗ, — вӑл куҫне сӑнӳкерчӗклӗ табак пуракӗ ҫине тӗллерӗ те шухӑша путрӗ. Пӗлме юрать-и? — ыйтрӗ Санин. Хӑрӑк-харӑк ҫеҫ! — текелеҫҫӗ. Вӑл ҫак ӑнран тухса кайнӑ палатӑна шуйттан патне хӑваласа яма пулчӗ, унтан, вӑрҫа-вӑрҫа, йывӑррӑн сывласа, кунта мӗн пулса иртнине ӑнланмасӑрах тухса кайрӗ. Мӗн тума пултарас пур вара эп? Ҫавӑншӑн ӑна — пӗр ҫул ҫурӑллӑха тӗрмене хупмалла тунӑ, тӗрмерен вара пӗр ҫул анчах — каллех тӗрмене лекмелли кӑна юлать. Воропаевӑн пурнӑҫӗнче ҫак вӑхӑтри пек урӑх нихҫан та ун пек пӗтӗм вӑя хурса ӗҫлени тата ӑна тирпейсӗр пӗтерни пулман. Кардинал тӑчӗ те аллине тӑсса шӑпланма чӗнчӗ. Майданников пуҫне усса тухрӗ, тӑнлавӗ ҫинчи юн тымарӗсем хытӑ тӑртаннӑ унӑн, ҫамки тӑрӑх выртакан икӗ ҫӗвӗ чӗр суран пек хӗрелсе кайнӑ. Унта ӑна лайӑх пӑхнӑ, ачашланӑ; ҫакӑ Воропаева хӑратать. — Ҫирӗм пус, — терӗ художник, кайма хатӗрленсе. Ҫапла пирӗн квартирант шӑппӑн та йӗркеллӗн виҫӗ талӑк пурӑнчӗ, чӗнмерӗ, тӑваттӑмӗш талӑка кайсан вара хайхи калаҫма пуҫларӗ… Ирхине ҫапла мӑнаҫлӑн калать мана: «Эсӗ кала-ха хӑвӑн карчӑкна, ҫӗр улмине вӑл ҫатмапа мар, турилккепе патӑр мана, тет. Тата сӗтел ҫине те ал шӑлли мар, мӗнле те пулин салфетка хутӑр, тет. Курпун ун ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те куҫӗсене ҫӗрелле тӗллерӗ. Вӗсем ҫакӑн пек, сӑмахсем аран-аран тупкаласа, калаҫӑва чылай вӑхӑтлӑха тата-тата, келейник хӑйсене сӑмавар, тутлӑ шӑршлӑ ҫӑка пылӗ тата пӑсланса тӑракан ӑшӑ ҫӑкӑр илсе пырса париччен пуплекелесе ларчӗҫ. Шурӑ ҫӳҫлӗ келейник, ешӗк хупӑлчине уҫма тӑрӑшса, урайӗнче тӳрккессӗн тӑрмашнине тинкерсе пӑхрӗҫ. Король майри эпӗ йӑлӑнса ыйтнипе килӗшрӗ. Бруно вара: кашни ҫӑлтӑр пирӗнни пекех пысӑк Хӗвел, кашни ҫӑлтӑр тавра планетӑсем ҫаврӑнаҫҫӗ, анчах эпир вӗсене курмастпӑр, вӗсем пиртен пит инҫетре, — тесе вӗрентнӗ. — Эсир нумаййинчен пӑрӑнтӑр. — Ак сана правасем! Зоопаркран эпӗ вокзала билет илме кайрӑм, унтан шкула таврӑнтӑм. Кӑнтӑрла, Поттер тав тунисене илтсенех, Том ҫав япалана каласа кӑтартнӑшӑн хӗпӗртерӗ, анчах ҫӗрле вара чӗлхене ма ҫыртса ҫӳремерӗм-ши, тесе кулянчӗ. «Валкирия» ҫыран хӗрринчен пӑртак шаларах, утрав хӗрринчех кӗтӗвӗпех шӑмпӑртатса ишсе ҫӳрекен акулӑсемпе китсем ҫумӗнченех хӗвеланӑҫнелле ишсе пычӗ. — Йӗркеллӗ химик кирек мӗнле поэтран та ҫирӗм хут усӑллӑрах, — татса хучӗ Базаров. Унӑн тӑрӑхӗпе Мельбурнран Сэндхорста ҫитиччен Кинтом тата Кэстльмен урлӑ ҫӳренӗ. — Заявленисене кам-кам ҫырнӑ? — хыттӑн ыйтрӗ Давыдов. — Ырӑ сывлӑх пултӑр! — терӗ вӑл кӑштах хӑйлатакан сасӑпа, унтан, Павел аллине тытса чӑмӑртанӑ хыҫҫӑн, ҫӳҫне икӗ аллипе якатса илчӗ. — Ҫапла, куҫлӑхӑра та, ун ҫинчен эп мансах кайнӑ! Вӑл Терек леш енчи мирлӗ аула хирӗҫ вырнаҫса тӑракан Нижне-Протоцки постне пырса кӗчӗ. Айӑпа кӗтӗм сан умӑнта, ҫавӑншӑн хама хам инкек кӑтартӑп ӗнтӗ. Ыран ирхине юлашки сӑмахӑма калӑп. Ывӑлӗ ҫине сайра хутра ҫеҫ пӑхкаласа илсе, кӑмака умӗнче халичченхи пек мар нумай кӑштӑртатрӗ. Рита ҫак тӗркӗшӳре хӑй халь кӑна ятне илтнӗ ҫынсене пӗрне те тупас ҫуккине ӑнланса илчӗ. — Аслатиллӗ ҫумӑр пулать, — терӗ Паганель. Милль кӗнекине вулани мана кӑмӑла каймарӗ, часах тата экономикӑн тӗп положенийӗсене эпӗ хам тӗллӗн те ахалех пит лайӑх пӗлнӗ пек туйӑнчӗ. Вӗсем мана ӗмӗр пуҫа усса ҫӳреме сунман, эпӗ вӗсем вырӑнне тӑраймарӑм, анчах ҫулпуҫӗ вилни манӑн куҫсене уҫрӗ. — Ӑҫта шуйттан патне каятӑн, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ ун ҫине пӗр мӑнтӑр хӗрарӑм, вӑл ҫӳлтен аннӑ чухне урипе унӑн чӗркуҫҫи, ҫине таптанипе тарӑхса. Анчах акӑ прерире лаша ури сасси илтӗнсе кайнӑ. Пӗр эпӗ ҫеҫ мар, ӑна пӗтӗм экспедици ылханать. — Ҫук, ҫук, — терӗ вӑл васкаса. Ӑнланатӑн-и эсӗ эпӗ мӗн каланине? Яша, манӑн Солененький… Эпӗ сирӗн Дон тӑрӑхӗнче пӗр касӑллӑ плугпа кӗрхи ҫӗртме сухине мӗн чухлӗ сӳхаласа хӑварма пултарнине пӗлейместӗп… — Сӗмсӗрлӗхӗ ытларах пуль, — хирӗҫ каларӗ Озеров. Ун пек саккунсем ҫук-ҫке, факт! Эпӗ ӑна шухӑшламанччӗ те. Эпӗ инҫетри ҫӗршывсенчен килнӗ пирки хыпар часах сарӑлнипе ман пата кулленех ҫынсем йышлӑ пыратчӗҫ. Мана пӗр хутчен кӑна пӳрмен ӗнтӗ пурнӑҫӑмра ҫавӑн пек минутсене шутламашкӑн. Ҫапах та пурте аванах уйӑрса илнӗ: вӗсен куҫӗ умне тухса тӑнӑ тӗлӗнмелле кӗлетке вӑл — пуҫсӑр юланут пулнӑ. Анчах халӗ ҫав шухӑш ҫинче чарӑнса тӑмарӗ. Хӗвел тин ҫеҫ анса ларчӗ. Ҫак ыйтӑва тавӑрасшӑнччӗ те эпӗ, анчах пултараймарӑм, мӗншӗн тесен сывлӑшӑм пӳлӗнсе ҫитрӗ, ачасем ман ҫине пӑшӑрханса пӑхаҫҫӗ те ашшӗ килсен мана мӗнпе те пулин пулӑшатех теҫҫӗ, вара мана часах ҫӑмӑл пулнӑ пулӗччӗ, теҫҫӗ. — Эсир мӗн, аташса каймарӑр пулӗ вӗт? — Кам вӑл унта ман телейшӗн тӑрӑшаканни? Кабинетӑн кӗтессисенче сӗтелсем хушшинче ларакан ҫынсем шӗвӗ тӗтре ӑшӗнче ларнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Пӗр япалана икӗ хут вулаттӑм та пӑхмасӑр калама пултараттӑм. Ҫапла иртсе кайрӗ ҫак кун, чаплах та мар, сӳрӗкех те мар, — хаваслӑ та мар, кичемлӗ те мар. Бенедикт пичче ҫине пӑхса пурте кулса ячӗҫ. Джонни доктор мӗн хушнине пӗтӗмпех туса пыма килӗшет. Вӗсем ӑна таптаса каяҫҫӗ! — хӑраса кӑшкӑрнӑ Синопа. Ачи ҫинчен кашни сехетре тенӗ пекех пӑшӑрханса калаҫать пулин те, халичченех Мускавран илсе килмест, — ҫакӑ та питӗ иккӗлентернӗ карчӑка. Эсир ҫутта тухнӑ культурӑллӑ халӑхсем тискерленсе пынине, ҫав хушӑрах халиччен тӗттӗм те тискер пулнӑ халӑхсем майӗпенех ҫутта тухса пынине сӑнаса пурӑннӑ пулӑттӑр. Ҫӗрлехи курӑнусемпе аптӑранӑ куҫӗсем стенасем ҫинчи карттӑсене, инструментсене, аппарат ӗлкисене тӗсеҫҫӗ. Ку мӗне пӗлтернине ӑнланса илтӗн-ши эсӗ? — Акӑ кунта нимӗн йӗркисӗр ҫырса тултарнӑ 132 саспалли. Унӑн куҫӗсем Базаров ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ; вӑл ӑна тинкерсе пӑхнӑн туйӑнчӗ. Салтак, чӑн-чӑн салтак, Кавказ салтакӗ. Ҫапла пуҫланчӗҫ ӗнтӗ пирӗн ырӑ мар кунсем. Хам ҫинчен калас-тӑк, эпӗ койота та ҫисе яма хатӗр, кӑркка ашӗнчен вара пӑрӑнас ҫук ӗнтӗ. Часах пӗчӗк кимӗ вӗсене ҫур кабельтре тӑракан ҫыран ҫине илсе ҫитерчӗ. Тухтӑр хӑй иккенне пӗлтернӗ. — Ҫапла. Ан тив, ҫӗклентӗр ҫавраҫил, эпир хамӑра сыхлама пӗлетпӗр. Кунтан уҫӑ сывлӑша тухмалла, ҫак йӑваран аяккарах тармалла. — Вара вӑл ракетӑсене асӑрхаман пирки халь-халь черет кӑларса яма хатӗрленнӗ Андрее хулӗнчен тытрӗ: — Стой! «О, савнӑ чунӑм!» — кӑшкӑрса илчӗ йӗкӗт, хӗре чуптуса тата ӑна хӑй кӑкри ҫумне хытӑрах чӑмӑртаса. Полли мӑтакка ку хӳме тӗлӗшӗнчен шутсӑр тиркеканскер: ку хӳме урам еннелле тухать вӗт-ха. Пӳлмек хушшине ик минутлӑха тухать те чарӑнаймасӑр анаслать, жилет айӗнче вӗҫӗмсӗрех хырӑм хыҫать, ҫӗленсе ларнӑ куҫӗсене ниепле уҫаймасть. Курнӑҫма кӗни пит аван-ха, калаҫӑпӑр санпа мӗн ҫинчен те пулин. Питӗ савӑнтартӑн килсе курнипе; сӑмахӑм та ҫитес ҫук, пит савӑнтартӑн! Акӑ сана! Тав туни кирлӗ мар, тӑлӑх арӑм калашле. — Том Сида хӑлхинчен янлаттарчӗ те ӑна алӑкран тапса кӑларса ячӗ. Балра эсир хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр. Аялалла мар, ҫӳлелле. Шуйттан! — Ав епле? Амӑшӗ, картлӑ кӗвентене пӗр хулпуҫҫи ҫинчен тепӗр хулпуҫҫи ҫине куҫарса, ҫав ҫын шпион пулнине туйса, ӑна куҫ айӗн пӑхса сӑнарӗ. — Кам вӑл эсир мана сутас текен ҫын? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Ҫавнашкал ӗнтӗ ҫӗнӗ Конституци проекчӗн иккӗмӗш уйрӑмлӑхӗ. Ҫӑмлӑ кӑкӑрлӑ патмар каччӑ Корчагин ҫине вӑкӑр пек пӑхать: — Мӗн хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхатӑн! Унтан хӑй пурнӑҫӗнче курнӑ тӗрлӗрен йӑпатакан ҫынсене: ярмаркӑри намӑссӑр хӗрарӑмсене, циркри клоунсемпе акробатсене, фокусниксене, тискер кайӑксене вӗрентекенсене, юрӑҫсене, музыкантсене тата хура Степӑна, «этем тусне» аса илнӗ. Малевский граф пире тӗрлӗрен карт фокусӗ кӑтартрӗ, вистла вылянӑ чух хӑйне пӗтӗм козырьсене валеҫсе илчӗ, уншӑн ӑна Лушин «саламлама тивӗҫлӗ пулчӗ». Ӑна ӗҫ хавхалантарать, ӗҫлес килет унӑн, пуҫӗнче тӗрлӗрен проектсем ҫуралса пыраҫҫӗ. — Мӗн? — тесе мӗкӗрсе ячӗ Сильвер. Бизань-мачтӑран анакан вантӑсем ман пуҫ ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Эпӗ унӑн вӗҫӗнчен ярса тытрӑм та, ҫӳле ҫитичченех пӗрре сывлӑш ҫавӑрмасӑр, ҫӳлелле хӑпарса кайрӑм. Авӑ епле! Вагон опера театрӗ умӗнче чарӑнать. — Хуть те мӗнле пултӑр та, хаклӑ Паганель, — хутшӑнчӗ каллех Гленарван, — анчах кунта, омбу ҫинче, ни индеецсем, ни негрсем, ни мулатсем пулманнине кура эпӗ сирӗншӗн хаклӑ ягуарсем ҫуккишӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнатӑп! — Ҫакна кӑна калатӑп: Елена Петровна питӗ лайӑх, питӗ таса хӗрарӑм… Пӗлме ҫук, тепӗр апата таҫта тата тахҫан ҫимелле пулать, ҫавӑнпа кашниех нумайтарах ҫиме тӑрӑшрӗҫ. Ротӑра ҫакна — офицер салтака хӑй хӳттине илни халиччен пулман-ҫке-ха — ҫийӗнчех сисрӗҫ. Пӗччен Бизонпа Отаки ӑна йӑпатма тытӑннӑ, анчах вӑл вӗсене итлемен. Ун пек шухӑшлама нимӗнле сӑлтав та ҫук. Кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтрӗ. Вӑл шухӑша кайрӗ, Базаровӑн хӑй патне ывӑткӑнса ӳкнӗ чухнехи тискер кайӑкӑнни пек пулса кайнӑ сӑнне аса илсе хӗрелсе кайрӗ. Каллех ҫилленсе, тарӑхса: «Ҫакса вӗлерес!» тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпех вӑл хӑйне асаплантаракан туйӑмсене май пур таран чарса тӑма хӑнӑхнӑ, мӗнле пулсан та, ӑна сентименталлӑ тесе калама ниепле те юраман, анчах халӗ ӑна темле курӑнман вӑй тӗкрӗ те вӑл Нестеренкӑна ыталаса илчӗ, хытӑ тутисемпе секретарӗн хырман питне тӗкӗнчӗ. Тӗнче курман хӑрушӑ ҫапӑҫу пуҫланса кайнӑ. Йытӑ ман урасем ҫумнелле сӗртӗнкелерӗ те, малалла виҫҫӗн пӗрле карӑмӑр. Сире йывӑрри ҫинчен, эсир нумай ӗҫлени, йывӑрлӑхсене епле ҫӗнтерни тата пурнӑҫа мӗнле йӗркелени ҫинчен… Тепӗр тесен, — пӗр пекех, шӑп ҫав-ҫавах, санӑнни пекех… чӑн та, эс унтан чипертерех ӗнтӗ… Ну, калӑр татӑклӑ сӑмахӑра! «Дункан» часах кӑмрӑк тиесе пӗтерчӗ те, Зеленый мысӑн салхуллӑ утравӗсене хӑварса, хӗвеланӑҫнелле ишрӗ. — Пит те аван. Райна, маттур эс… Салтаксем хӑвӑрт, чӗнмесӗр, ирӗксӗрех пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, утаҫҫӗ; вӗҫӗмсӗр персе таракан тупӑ сассисем кӗрслетсе илнӗ хыҫҫӑн вара вӗсем типсе кайнӑ ҫулпа меллӗн утса пыни, штыксем пӗр-пӗрин ҫумне перӗнни е пӗр-пӗр шиклӗ салтак йывӑррӑн сывласа илсе: «Турӑҫӑм, турӑҫӑҫӑм! Мӗн-ха ӗнтӗ ку!» тесе кӗлтуни кӑна илтӗнет. Лешсем мӗн каласса вӑл салхуллӑн кӗтсе тӑчӗ. Полина унӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен шуса анчӗ те иккӗ сиксех хӑй вырӑнӗ патне чупса пырса халатпа чӗркенчӗ, унтан Яковпа юнашар ларчӗ. — Да, сире йывӑр вӑл! — терӗ салтак ҫирӗппӗн, пирӗн ҫине тинкерсе пӑхса. Эпӗ Мускавранах тесен, вӑл мана хӑваласа ярасса ҫинчех тавҫӑрса илтӗм. — Ну, ачасем, — лутра пӑлтӑрти пур сасӑсене те хупласа кӗрлесе илчӗ унӑн хулӑн сасси, — эпӗ те ак сирӗнпе пыратӑп. — Ҫапах та кайма кирлех пулать, сэр, — тесе хирӗҫлерӗ Джон Мангльс. Анчах ҫак ӗҫре укҫа сахал илеттӗм, ҫавӑнпа эпӗ, пуяс тата кайран хамӑн ҫемьепе ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнас тесе, тӗрлӗ ют ҫӗршывсене курса ҫӳреме тухса кайрӑм. Пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак пӗтӗм ту тӳписем, сӑртсемпе айлӑмсем йӗри-таврах сыхланса сывлать. — Чӑн калатӑн-и, пачка? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӑл чеченецсене те, вырӑссене те пӗрре кӑна мар вӗлернӗ. Ӑна сасартӑк ҫав тери ӑшӑ пулса кайрӗ: пуҫӗнчи пилоткине ярса илсе вӑл тӑнлавӗсене шӑлчӗ. Мӗншӗн тесен Алексей хӑй, тӗлӗнтерекен ҫӗрӗ тӑхӑнса ҫӳренӗ пулин те, вӑл такампа вӑрттӑн ҫырусем ҫӳретнӗ пулин те, тата пурӑнӑҫ ҫине тӗксӗммӗн пӑхнӑ пулин те, ырӑ та хӗрӳ каччӑ пулнӑ, чӗри унӑн таса пулнӑ, вӑл ҫын хӑйӗн пӑсӑлманлӑхӗпе савӑнса пурӑннине сисме пултараканскер пулнӑ. Эп хама кӑтартатӑп… Ҫавнашкал калаҫусем чылай чух мӗнпе вӗҫленнине пӗлсе, Пантелейпе Вася тавлашӑва чарса лартма шутларӗҫ. Дымова ахалех вӑрҫнишӗн ӳкӗтлесе асӑрхаттарчӗҫ. — Эсӗ кӗнӗ пулӑттӑн, эпӗ сана, шур ҫӳҫе, пӗлетӗп! Заседани — хупӑ. — Пӗтӗм кӑмӑлтанах, — тавӑрчӗ Осадчий кӑрӑлти октавӑпа. Эпӗ ҫак лӑпкӑ ҫӗрте ӗлӗк-авал, Снеффельс вулканӗ сирпӗнсе тӑнӑ вӑхӑтра, кунта мӗнле вӗри тӑнӑ-ши? тесе ирӗксӗрех хальхи температурӑпа танлаштарса пӑхатӑп. Пушӑсемпе хыттӑн та харӑссӑн шартлаттара-шартлаттара илчӗҫ, хӗпӗртесе пӗр-пӗринпе калаҫкала пуҫларӗҫ. Ҫавӑнпа омбу ҫинче пурӑнакансен ӑш-чикӗ пӑлханать, ниҫтан лӑпланаймасӑр вӗсем куҫӗсене хупма пултараймарӗҫ, пирвайхи аслати кӗрӗслетнӗ чухне вӗсем тӗлӗрме те пуҫламан. — Ну, ут, унсӑрӑн прикладпа лаклаттаратӑп, — сасартӑк ҫухӑрса ячӗ конвоир. Ҫӳлти хучӗ — ҫаврака маччаллӑ пӗр пысӑк пӳлӗм. Женя Тимуртан инҫех те мар ларать. Вӑл ҫак никамшӑн та паллӑ мар темӗнле штаб канашлӑвӗнче мӗн-мӗн пулса иртнине тимлӗн итлесе те сӑнаса ларать. Кунта ялӑн хӗвеланӑҫ вӗҫӗнче кӑна хурал тӑрать, хӗвел тухӑҫ енчен хӑрушлӑх кӗтмеҫҫӗ те иккен… Пума тытма сунара кайсан пирӗн юханшыв урлӑ ҫуран каҫмалла пулчӗ, эпӗ пӑшала персе ярасшӑн пултӑм, вӑл пемерӗ: манӑн пӑшал тарӗ йӗпеннӗ иккен. — Анчах та — ӗҫ ҫинчен калаҫар-ха. — Яр-ха, тетӗп, — хӑйӗннех перет мужик. — Библи кӗнекипе. Капитан питӗ мӑнаҫлӑн пуҫ тайрӗ. О, мӗнле усал япала вӑл, хӗрарӑм тени! — Мӗнле вара? — ыйтрӗ Лукашка. Эй, турӑ, мӗнле кӑна ҫунмасть-ши вӑл! — тесе, темӗн чул пӑшӑрхантӑм. — Ҫук! — ҫирӗппӗн тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Килни, офицерсене ларма сӗнсе, паҫӑрхи пекех йӑл кулса, табак тӗтӗмӗпе сарӑхнӑ шӑлӗсене кӑтартса, юриех кӑмӑллӑ калаҫнӑ пек пулса, малалла каласа кайрӗ: — Чухӑн пурӑнатӑр, хӑнана сӑйлама та ним те ҫук ахӑр… Вырӑс генералӗ пирӗншӗн ҫапӑҫнӑ-и? Ия, ачам, пурӑнатпӑр, чееленетпӗр… Шӑнкӑртаттар! — «Эх, улпут», текелерӗ лавҫӑ, пуҫне силлекелесе илсе, йытӑ пекех вӑрӑм ҫӑмлӑ лашине тилхепипе хӗртнӗ май. Вӗсем картинӑсене кашни хӑй евӗрлӗ мухтаҫҫӗ: мужиксем яланхи пекех пӳрнисемпе тӗрткелеҫҫӗ, ҫамрӑксем тӗплӗн тишкереҫҫӗ; ача-лакейсемпе мастеровой ачисем пӗр-пӗрне ӳкернӗ карикатурӑсемпе танлаштарса кулаҫҫӗ; фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ ватӑ лакейсем ахальтен анчах, ӑҫта та пулин вӑхӑт ирттерес тесе пухӑнаҫҫӗ; сутӑҫӑ хӗрарӑмсем вара, ҫамрӑк вырӑс майрисем, кӑмӑл туртнипе, ҫынсем мӗн калаҫнине итлеме, ҫынсем пӑхнине курма килеҫҫӗ. Часах вӗсем Таупа кӳлли шывӗнчен пилӗкҫӗр фут таран ҫӳлелле хӑпарчӗҫ. Тӑвалла хӑпарнӑҫемӗн ирхи сулхӑн вӗсене чӗтретмех пуҫларӗ. Юратмастӑп! Кӳр, каласа парам… Тӗлӗнме тӑхтӑр-ха эсир. — Ҫар ӗҫӗнче ман опыт пысӑках мар. Вара ун чухне ман пӗтесси ҫитӗ… Шӑрӑха хӑнӑхнӑ негрсем те калаҫма пӑрахрӗҫ те, ывӑннӑскерсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ним чӗнмесӗр фургонсем хыҫҫӑн сӗнкӗлтетеҫҫӗ. Ман йытӑ кайсан, ман пата тата хӑрушӑрах тӑшман, кунти вырӑнсенчи чи усал ҫӑткӑн тискер кайӑк — ягуар пырса тухрӗ. — Тата хӑш вырӑнсенче пултӑр, полковник юлташ? — Тен, тӗл пулӑпӑр, пирӗн ҫулсем пӗр! Темиҫе минутранах акулӑна палуба ҫине хӑпартрӗҫ. Ҫӗр ҫинче мӗнле кӑна шӑтӑк пур, шыв пур ҫӗртен те ҫиеле тухать. Нумай та каяймарӗҫ, темӗн сарлакӑш шыв кӳленчӗкӗсемпе лачакасем тӗл пулма пуҫларӗҫ. — Каланӑ сана — гаване ан кӗнӗ пул, аяк пӗрчӳсене хуҫӑп, тесе! Кунта тата ҫакна та асӑнма тивет: ҫав докторсем пӗр-пӗрне йӑлӑхтарса ҫитернӗ упӑшкисемпе арӑмӗсемшӗн, ашшӗ-амӑшӗсен кил-ҫурчӗпе пуянлӑхне хӑйсен аллине ҫавӑрса илме ӗмӗтленекен аслӑ ывӑлӗсемшӗн, тӑшманӗсем хӑйсен вырӑнне ларма пултаракан министрсемшӗн, хӑшпӗр чухне тата хӑйсен министрӗсене пӗтерме шутлакан патшасемшӗн те пит усӑллӑ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ. Камӑн кӑмӑлӗ ҫитет, хӑйӗн кортикне туртса кӑлартӑр, эпӗ вара, хам костыльпе ҫӳретӗп пулин те, алӑмри чӗлӗм сӳнме ӗлкӗриччен, ҫав ҫыннӑн вар ӑшчикки мӗн тӗслине курӑп, — терӗ вӑл. Ӳчӗ ҫеҫ унӑн хӗвелпе ҫав тери пиҫнӗ, тутисем те хуралса кайнӑ. Ҫутӑ куҫӗсем хуралнӑ пит-куҫӗ ҫинче ҫав тери уҫҫӑн йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. — Епле-ха апла вӑл? Астӑвӑр: тепринче те кун пек пулсан, эп пӑхса тӑмӑп. Ҫын вӑрттӑн паллӑпа ҫырнӑ чухне чӑрмантарма юраманнине ӑнланакан Риккардо кушетка ҫинче анасласа ларчӗ. Анчах хӑй ывӑннӑ пулин те, унӑн кӑмӑлӗ пурпӗрех савӑнӑҫлӑ пулчӗ-ха. — Ан калӑр мана, queje vous me fais mourir, тесе ан калӑр, Анна Васильевна! Ял Советӗнчен шурса, тарӑхса кайнӑ Андрей чупса ҫитрӗ. — Манӑн пӗтӗм пурнӑҫ та санпа пӗрле ҫеҫ пулӗ… Туссем иккӗшӗ те пӗр харӑсах одеялсене сирсе пӑрахрӗҫ, анчах Мересьев протезсене чӗнсемпе ҫыхнӑ вӑхӑтра Петров почтаре хуса ҫитме ӗлкӗрчӗ те, Алексей валли ҫыру йӑтса, мӑнкӑмӑллӑн таврӑнчӗ. Ку ҫыру Ольӑран пулнӑ. — Чӗн… ӗр, — терӗм эпӗ, шӑпах музыкӑпа шав ман сӑмахсене илтӗнми тума пултарнӑ вӑхӑтра. Санин асӑрханӑ тӑрӑх, Клюбер Джеммӑшӑн уйрӑмах нумай тӑрӑшмарӗ. Виҫӗ черкке хыҫҫӑн Гаврила ӳсӗрӗлчӗ. Павел Петрович юлташӗсем ыйтнине, пуҫлӑхсем ӳкӗтленине пӑхмасӑрах отставкӑна тухнӑ та, княгиня хыҫҫӑн тухса кайнӑ; тӑватӑ ҫула яхӑн вӑл пӗрре княгиня хыҫҫӑн хӑваласа, тепре ӑна юриех куҫран ҫухатса ют ҫӗршывра пурӑннӑ; вӑл хӑйӗнчен хӑй вӑтаннӑ, хӑй ҫемҫе кӑмӑллӑ пулнӑшӑн ҫилленнӗ… Сӑрт ҫинче ларать вӑл, ҫавӑнпа пушарӗ лайӑх курӑнать… «Чӗрӗ-и, вилӗ-и, пӗлместӗп» тесе ҫырать аннӳ. — Ӑна тӗпчесе пӗлмен-ха. Шӑрчӑк кунта нумайранпа мар-ха, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн юлташӗсене пӗлмест. — Мӗнле шутлатӑн, Островнов ҫакӑн пек япала тума пултарать-и? — асӑрханса ыйтрӗ Давыдов. Капансем ҫунаҫҫӗ! «Тепри» питех те лайӑх мар сӑн-питлӗскер, чыссӑр та ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗскер. Ку сӑн-сӑпат — Джемма пичӗ-куҫӗ мар, ку хӑй телейӗн пит-куҫӗ! «Мӗн кунта вилӗме кӗтсе выртас! Вӗсем нимӗн те ӑнланайман. Пӗрре вӑл, темӗнле питӗ кӑвасак курӑка тупрӗ, ӑна та, ҫӗре часах хупласа илнӗ юр айӗнчен тупса кӑларакан ытти ӳсентӑрансене ҫинӗ пекех, ҫисе ячӗ. Том калама аптӑрасах тӑчӗ. Хӑйне калаҫма паманран пӑртак кӳреннӗ пек пулнӑскер, нимӗҫ флягӑна хӑвӑрт тултарма тапратнӑ. — Ҫук, эпӗ каймастӑп. Сӗтел ҫинче тӗрлӗрен хутсемпе кӗнекесем хушшинче пӗр бутылка шурӑ эрех пулнӑ, пӳлӗмре тӑварлӑ пулӑ шӑрши сисӗннӗ. Юлашкинчен, Том ҫавна тӳссе тӑраймарӗ. Температура? Иван Иваныч княҫӑн дача пурри ҫинчен каланин сӑлтавӗ ак мӗнре: Иван Иваныч княҫпа хурӑнташлӑ пулни, хам паян ун патӗнче апатланни ҫинчен каласа кӑтартма лайӑхрах май урӑх тупаймарӑм эпӗ; анчах виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, князь патне хам час-часах кайса ҫӳрени пирки мӗншӗн каланине эпӗ хам та пачах тавҫӑрса илейместӗп; эпӗ Иван Иваныч князь патне пӗрре те кайса курман, кайма та пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл Мускавра е Неапольте кӑна пурӑнать, ҫитменнине тата ҫакна Нехлюдовсем питӗ лайӑх пӗлеҫҫӗ. — Турра пуҫ ҫапма-и? Мӗскер пулчӗ? Мӗнле те пулсан ҫӗнӗ катастрофа мар-и? Хӑйсен какайне типӗтсе, вӗсем питех те аван апатланчӗҫ те, вут ҫумне вырнаҫса, хӑйсем ҫӗрле тӗлӗнмелле лайӑх мыскара курни ҫинчен ирчченех калаҫса ларчӗҫ: ҫывӑрас тесен, ҫапах ниҫта та вырӑн ҫук, мӗншӗн тесен йӗри-тавра пӗр типӗ вырӑн та юлман. Ромашов, аллисене хавассӑн хӑпартланса сулкалаканскер, — халь ӗнтӗ вӑл уямастчӗ, чупмаллипех чупатчӗ, — сасартӑк чарӑнчӗ те аран-аран кӑна тӑна кӗркелесе ҫитрӗ. Лятьевский. Шансах тӑратӑп, генерал ҫаплах калӗ… нумай! — Аха, тӗрӗслӗпӗр! — Сире мӗн кӑсӑклантарать? Ҫапах та лаша ҫаплах хӑй тунсӑхланӑ витене туймарӗ, пӗтӗмӗшле илсен, тавралӑхра та Сан-Фелисе асьенда пек пысӑк плантаци ҫывӑхра пулни нимпе те палӑрмарӗ. — Тӗрӗс. Вӑл ҫырӑва сире Бен Джойс ятлӑ каторжник пачӗ-и? Ҫук, ҫук, пиччен ҫакна пӗлмелле мар. «Рыцарла» шухӑшсем Ӑҫта кайнӑ-ха Кассий Кольхаун? Ставрученкӑсен аслӑ ывӑлӗн тӗрлӗ музыка инструменчӗсем чылай нумай пулнӑ та, вӑл ҫав инструментсемпе каласа пӑхать, вӗсем ӑна ҫав тери интереслентереҫҫӗ — кашниех хӑйне уйрӑм сасӑллӑ, чӗрери кӑмӑл-туйӑма кашни хӑйне евӗр уҫса кӑтартма май парать. — Ҫук, таверна чанӗн сасси. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр икӗ кун иртсен, Кирила Петрович хӑйӗн хӗрӗне Верейский князь патне хӑнана кайрӗ. Кӑвакӑн курӑничченех хырса янӑ тем пысӑкӑш сӑн-питне сӑмса таврашӗнче хӗрлӗ вӗт юн тымарӗсем хупласа илнӗ, тачка хӗрлӗ-кӑвак сӑмсийӗ усси патнелле анатчӗ, аял енчи тута хӗрри йӗрӗннӗ пекле, йывӑррӑн усӑнса аннӑ, ҫӑвар кӗтессинче пирус мӑкӑрланса, ҫыпҫӑнса тӑратчӗ. — Вӑл, пӗр вырӑнта тапӑртаткаласа илсе, аллине малалла хӑюсӑррӑн тӑсрӗ. Эпӗ ҫав тери ывӑннӑ. Унта вӑл каллех йӗрсене тинкерсе пӑхнӑ, унтан аяккалла каякан уҫланкӑна пӑрӑнса кӗнӗ. — Вилнӗ-и? Эпир — тасалса пыратпӑр… Ҫапах та манӑн тӳрех ҫакна каламалла: ку таранччен пирӗншӗн пурте тӗлӗнмелле ӑнса пырать, эпӗ пӗлеймен сӑлтавсем пирки пирӗн ҫулҫӳрени температура тӗлӗшӗнчен уйрӑм условисенче пулса пырать. Ҫӳллӗ симӗс курӑкпа витӗннӗ пӗчӗк уҫланкӑра ларса канма шут тытрӗҫ. — Ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл, — эпир инкеке лекрӗмӗр. Ӗнер, ҫак рифсем ҫине ҫапӑнса, пирӗн карап арканчӗ. Барская палӑк пек хытса, пуҫне, шӑлами ӑс тултарнӑ плашка пек, тӳп-тӳрӗ тытса пӗр хускалмасӑр тӑрать. Мӑнаккӑшӗнни пекех савӑклӑхпа тӳлек тимлӗхе пӗрлештерсе тӑракан тӗттӗмрех кӑвак пысӑк куҫсем, сарӑ хулӑн ҫивӗт тата ҫав тери ҫепӗҫ те илемлӗ алӑ — лайӑххисем те ҫавсем ҫеҫ унӑн. Тӗрмере ҫӗртетӗп, тет. — Иртерех юрлан, — терӗ вӑл юлашкинчен, яланхи пекех, пӳрнисене вылятса, — сӑмах урӑххисем ҫинчен, эсӗ вара… акӑ… хӑвӑн ҫинчен. Эпӗ ҫак ҫурри тӗттӗм, пӗчӗк пӳлӗмсене хулари пӗтӗм пылчӑк шӑтӑка юхса аннӑ пек юхса аннине, кунта вӑл усал шӑршлӑ вут ҫинче пиҫсе, тарӑхнипе, ҫилӗпе тулса каллех хулана тухса кайнине куртӑм. Каях киле, пурте вара санран кулччӑр. — Эпӗ уҫӑлса ҫӳреме килнӗ кунта, эпӗ савӑнасшӑн, вӗсем пур — ман ҫинче вил такмакӗ юрлаҫҫӗ! Пӗр-пӗр палӑрсах кайми вырӑна ҫитсе, каҫ тӗттӗмӗ пуличчен кӗтме шут тытрӗ вӑл, малалла Стара-планина тӑрӑхӗнчи граб вӑрманӗн чӑтлӑхӗнче пытанса тӑрӑп тесе утрӗ. Воропаева, ытти чухне ҫынсене вӗрилентерме юратаканскере, ку пухура тавлашакансен хӗрӳлӗхне тӑтӑшах пусарма тиврӗ. — Эпӗ — Леопард виҫҫӗ, эпӗ — Леопард виҫҫӗ. — Асатте! Казак! — чӗнчӗ вӑл ӑна. Хут татӑкӗнче ҫырни мӗне пӗлтернине манӑн шутсӑр пӗлес килчӗ, ҫавӑнпа ыйтмасӑр чӑтаймарӑм; вӑл та манран ыйтрӗ: эпӗ вӑл хута вуланӑ-и, вуламан-и? «Вуламан», — терӗм эпӗ. Вара вӑл: «Эсӗ алӑпа ҫырнине вулама пӗлетӗн-и?» — тесе ыйтрӗ. «Пӗлместӗп, — терӗм эпӗ, — пичет саспаллийӗсемпе ҫырнине кӑшт вулакалатӑп», — терӗм. Вӑл вара: «Нимӗн те ҫырман унта, кӗнеке хушшине хӗстернӗ ахаль хут татӑкӗ кӑна вӑл», — терӗ те мана выляма кайма хушрӗ. «Ах — ҫыру! — сасартӑк хыпса илчӗ Ромашов асӗнче. Ҫырассине хӗрарӑм алли ҫырнӑ, — тенӗ вӑл татах, каллех хут татӑккине тӗллесе пӑхса. Кӑмака хыҫӗнче йӑшӑлтатнӑ сасӑ тата хӗвелҫаврӑнӑш катни илтӗнчӗ. Вӑрманти вӑрам, тӑвӑр та тӳп-тӳрӗ прачакӑн шӑпах вӑта ҫӗрӗнчеччӗ эпир ҫав вӑхӑтра. — Сӑмах паратпӑр! — Ыранччен сыв пул, ҫапла-и? Эпӗ ҫапла шухӑшласси вӑл ман куҫхаршисем ҫине пӑхнӑран килчӗ. Тӑвӑл хӑй мӗн тунине яланах пӗлет: аҫа ҫапнипе вут тивнӗ пӗр юман вырӑнне, тӑвӑллӑ ҫумӑрпа шӑварӑннӑ вӑрман мӗн чухлӗ! Тепӗр кунне, февралӗн 4-мӗшӗнче, колхозниксен пӗрлешӳллӗ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпах кулаксене килйышӗсемпех Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла тесе йышӑнчӗҫ. Пӗррехинче Бруно мӑнастир библиотекин аякри ҫӳлӗкӗнче шӑши кӑшласа пӗтернӗ сӑран хуплашкаллӑ тусан витнӗ кӗнекене тупнӑ. Тата виҫӗ миль кайсан, эпир Ҫурҫӗр бухтине кӗтӗмӗр те, «Испаньолӑна» куртӑмӑр. Вӑл шыв ҫинче рульсӑр, паруссӑр ишсе ҫӳрет. — Тинех ун пирки калаҫар та мар, — терӗ вӑл. — Тен эсир тӗрӗс те калатӑр, — терӗ Элен, — анчах унӑн ӑшӗнчисем пирӗншӗн хаклӑрах вӗт, ҫавӑнпа та документсене илес тесен, кӗленчине ҫӗмӗрмех тивет. Пурте шӑпланчӗҫ. Мӗн юлнине пӗтӗмпех… Том, мелкине парасшӑн мар пек пулса, анчах хӑй ӑшӗнче темӗн пекех хӗпӗртесе, Бена мелкипе тыттарчӗ. Ҫиле хирӗҫ ишмелле-и? Пӗлетпӗр, вӗсен ҫын умне курӑнма юрамасть, анчах эпир вӗсем ҫинчен никама та каламастпӑр-ҫке. Ну, мӗнех вара?.. — Сывӑ-и? — терӗ вӑл, виҫӗ хутчен пуҫне тайса. Йывӑҫа ҫунтарса пыракан вут ҫулӑмӗ майӗпенех сӳнчӗ. Мӗн тет вӑл? Ответ парас вырӑнне Марконе сарлака улӑм шлепкине ӗнси ҫинерех шутарса лартрӗ. — Сӑлтавӗ пысӑках мар, пурӗ те кунта выльӑхсем ҫукпа пӗрех пулнипе кӑна ҫынна ҫиеҫҫӗ, — терӗ Паганель. Кӗтмен те хӑвӑрт сӑмахсемпе генерал ӑна тӑшман ӑҫтине хӑй каласа, кӑтартса тӑчӗ: «Кавалери сылтӑмра, сакӑрҫӗр утӑмра», — Стельковский, ҫеккунтлӑха та ҫухалса каймасӑр, ротӑна ҫийӗнчех тӗп-тӗрӗссӗн те лӑпкӑн чарса тӑратать, ӑна карьерпа сиктерсе килекен тӑшман енне ҫавӑрать, вӑхӑтпа перекетлӗн усӑ курса, взводсене пухса ҫыхӑнтарать — малтанхийӗн чӗркуҫленмелле те иккӗмӗшӗн ура ҫинчех юлмалла, — перессине палӑртать, ӑсра ҫех шутланакан иккӗ е виҫҫӗ залп партарать те вара командӑлать: «Алӑсем ҫине!» Анчах каялла пӑхсан, вӑл кӑшкӑрмарӗ, колоннӑра малта пыраканӗсем ҫине нумайччен шӑтарас пек, тинкерсе пӑхрӗ. Вӑл чӑнах та йӳнеҫтерчӗ: каҫ пулнӑ ҫӗре пӗр теҫеттин та чӗрӗк сухаласа пӑрахрӗ. Пирӗн географи чӑхсенчен пӑрӑнма хушать. Ҫавӑн хыҫҫӑнах Яков Лукич ҫум ҫумлама хатӗрленес тӗлӗшпе, пӗрлешсе апатланма укҫа-тенкӗ пухас тӗлӗшпе ҫав тери ӑшталанса ӗҫлеме тытӑнчӗ, хуҫалӑхра тумалли ӗҫсем пирки правление тем тӗрлӗ проектсем парса тултарчӗ те, тимлӗ завхоз Давыдовӑн кӑмӑлне каллех ҫавӑрса илчӗ. Секретарӗ пушӑ марччӗ, кабинета минутсеренех моряксем, летчиксем, радистсем, инженерсем, столярсем, агрономсем, художниксем кӗре-кӗре тухрӗҫ, — хӑшӗ килсен те вара вӑл вӗсен ӗҫне пӗлнӗн курӑнмалла, авиацие, агрономие, живопиҫе, радио ӗҫне питӗ ӑста пӗлнӗ пек пулмалла. Пура ӑшне кӗрсе ларнӑ ҫынсем, хӑйсем ҫине тапӑнакансене, хир чӑхисене пенӗ пек, персе ӳкерме пултарӗччӗҫ. «Уйӑхсем иртеҫҫӗ, ҫулсем иртеҫҫӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, — вӑл ҫаплах пӗччен, вӑл ҫаплах лӑпкӑ, хӑйӗн кӑмӑлӗ турӑ умӗнче таса пулнине тата турӑ ун кӗллине илтнине вӑл пӗрмаях туйса тарать». Пуҫӗ ҫинчи тураман сарӑ ҫӳҫсем ӑшӗнчен улӑм пӗрчи, утӑ пӗрчисем, чӑх тӗкӗсем турта-турта кӑларса, Кукушкин шухӑша кайса калаҫать: — Ытла пурте тармӗҫ, анчах совесть пуррисене хӑйсен должноҫӗсенче пулма йывӑр ӗнтӗ. Чиркӳ умӗнчи ҫерем ҫинче хӑраса ӳкнӗ халӑх кӗпӗрленсе тӑрать; вӗсем пурте тӑвалла, сӑрт ҫинчен анакан ҫул ҫинелле пӑхаҫҫӗ. — Дымок шиклӗн хашлатса илчӗ: — Ну, хыв хӑвӑртрах!.. — Мӗншӗн апла? Женя стена ҫинелле пӑхса ассӑн сывласа илчӗ: — Пирӗн мала каять, анчах пӗр минута ҫеҫ. Тӗрӗс ӗнтӗ, эпӗ визитшӑн илетӗп, анчах пӗр илмесӗр ҫынна кӳрентерес мар тесе ҫеҫ. Берсенев ун патне ҫывхарчӗ. Котлетсем — акӑ аван. Павел пуҫне усса хохола итлесе ларчӗ, Андрей вара ҫине тӑрсах, витӗмлӗн калаҫрӗ: — Малалла каймалли ҫул ҫинче хӑвна хирӗҫ те пыма тивет. Ҫак-и? — Эсӗ-и ку, Василий Иванович? — ыйтрӗ вӑл. Ҫук! Вӑл мана пулма пултаракан «рандева-вырӑнсене» кӑтартрӗ, Англипе Америка карапӗсем вӑрттӑн курнӑҫмалли вырӑнӗсем иккен ҫавсем, унтан вара вӗсен карапӗсене епле майпа пире сыхлама пани ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. — Эс карап хӑвӑртлӑхне шутланӑ чухне йӑнӑшман-и? — тӗпчерӗ Уэлдон миссис. Ҫынсене ӑнлантарса парас вырӑнне, хресченсем ҫине кӑшкӑрать, урине тапса ятлать, пӑшалпа хӑратать. Кунтах ҫӗнӗ план тӑваҫҫӗ. Максим вырӑнне ӗҫлеме ҫырантан пӗчӗк пуҫлӑ та хӗрлӗ куҫлӑ, хыткан вятски салтака илчӗҫ. Тускуб калаҫать, унӑн йӗплӗ сӑмахӗсем ӑнланмалла мар, анчах хӑрушӑ. Ҫав каҫ туслӑх пӑсӑлассин пуҫламӗшӗ пулса тӑчӗ. Ывӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем, паллах, пурте ним туйми ҫывӑраҫҫӗ. «Пӑран-ха унтан, пӑрӑн, шуйттан хӗрарӑмӗ! Пӗркеленчӗк сӑн-пит ҫын кӑмӑлне хӑй майлӑ ҫавӑрать Ячӗшӗн кӑна хӗрхенни кирлӗ мар, Говэн. Унӑн пиҫиххийӗ ҫумӗнчи пӗчӗк хунарӗ ҫутӑлса кайрӗ иккен, — ун ҫинчен вӑл пачах маннӑччӗ. Вуникӗ сехетре тапранса тухма палӑртса хунӑ. Мучин сасси тытӑнчӗ те пӳлӗнсе ларчӗ. Халь ӗнтӗ, мистер Кольхаун, — терӗ сунарҫӑ капитана, ӑна сӑнанӑ пек пӑхса илсе, — пирӗн тапранса кайма вӑхӑт ҫитнӗ тесе шутламастӑр-и эсир? — Эсӗ йӑнӑшрӑн, — терӗ вӑл кӗскен кӑна, хаярланса кайса… Вӑл, Давыдов пӳлӗмне кӗмелли алӑка тачӑ хупса хучӗ те, пӑшӑлтатса, стариксене ҫапла каласа тӑкрӗ: — Эсир, ватсупнӑскерсем! — Ҫапах та ку ҫав тери тарӑхтарать, — терӗ ҫамрӑк офицерсенчен пӗри. — инҫе те юлмарӗ ӗнтӗ ҫитесси, анчах ниепле те ҫитме ҫук. Малтанхи сӑмахне вӑл уҫӑмлӑнах каларӗ, анчах кайранхисем унӑн ҫӳхе те кӑвак тути тӑрӑх сарӑлса кайнӑ пек пулчӗҫ. — Халӗ кӳлӗ кайса курма чи аван вӑхӑт. — Флотра. Эпӗ вӗсем патне пӗр ӗҫпе кайнӑччӗ те, Нелли мана пӳлӗме те кӗртмерӗ, — эпӗ вӗсен кавирӗсене вараласран хӑрарӗ пулас, шуйттан пӗлет-и вӗсене, — кулса ячӗ Павел. — Партизана-и? Стефчов шурса кайрӗ, ахальтен ҫеҫ калас пек сасӑпа:— Ҫӗнӗрен ыйтса пӗлмеллисем пур пулинех, — тесе хучӗ. — Вӑл чӑн-чӑннипех ашшӗ шанӑҫне тивӗҫлӗ ывӑл. Пирӗнни ҫинче тӗрлӗрен кӗнеке пур — вӗренмеллисем те, вӗренмелле маррисем те. Ҫав вилӗ кӗлеткесен тӗнчипе пӗрлехи сирӗн мӗн пур? Вӑт сирӗн ҫинчен пӗтӗмпех пӗлет. Эпӗ ӑна шеллерӗм, тата эпӗ иккӗшне те пӗрешкелтерехех хаклакан аттепе Карл Иваныч пӗр-пӗрне ӑнланманни ман чӗрене ыраттарчӗ; эпӗ каллех кӗтесе кайрӑм, кукленсе лартӑм та вӗсене епле ҫураҫтарасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. Тепӗр самантран лавҫӑсем учӗсене шӑварма пӗр ҫӑл патӗнче чарӑнсан, вӗсен ҫуммипе каллех суккӑрсем иртсе кайрӗҫ, анчах хальхинче вӗсем иккӗн мар, виҫҫӗн. — «Ҫак анчах-и?» — терӗ суккӑр. Салтаксем хушшинче ҫавӑн пек тӗрӗс валеҫни Нургалее пит кӑмӑла каять. Эпир Ҫакӑн ҫинчен пӗлтерекен шанчӑклӑ сведенисем илтӗмӗр: большевиксен Центральнӑй Комитечӗ хресчен халӑхӗ хушшинче, колхозсен ҫӗрӗсене акса хӑварма имӗш, тырӑ пуҫтарать. — Том тата эсир, тусӑмсем, — терӗ Дик, негрсем еннелле ҫаврӑнса, — пирӗн кайма хатӗрленес пулать. Тепӗр виҫӗ минутран Дик Сэнд таврӑнчӗ. Чӳрече умӗнче ларса, аслӑ Артамонов хуларан тата хуланалла арҫынсемпе хӗрарӑмсен тӗксӗм кӗлеткисем кӑткӑсем пек кумни ҫине пӑхрӗ; кантӑк витӗр ҫынсем кӑшкӑрни илтӗнчӗ, ҫавӑн пирки ҫынсене савӑнӑҫлӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Унтан эпир те ним чӗнмесӗр, хамӑрӑн нӳрлӗ чул шӑтӑка антӑмӑр. Эпӗ пуринчен ытларах мӗн юратнине пӗлес килет-и сирӗн? Чунӑмҫӑм, чунӑм, ҫӑмӑл мар сана!.. Вӗсенчен ҫывӑхраххи планета центрӗнчен лӑпах унӑн виҫӗ диаметрӗ чухлӗ вырӑнта, инҫетререхри вара пилӗк диаметрӗ чухлӗ вырӑнта тӑраҫҫӗ. — Ме, илсе кай ун патне лашана, эпӗ час пыраймасан, эсӗ лашана утӑ пар. Ку таранччен ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ ҫын кӗвӗҫме, тулашма, вӗҫӗмсӗр кутӑнлашма пуҫланӑ. — Ӗненетӗп! — терӗ Павел, пуҫӗпе сулса илсе. Петӗрпе Григорирен вӑл кӑмӑллӑн мӑшкӑласа кулнӑ манерлӗ, вӗсем ҫине мӑн ҫын ачасене пӑхнӑ пек пӑхатчӗ, Уҫӑпа вара калатчӗ: — Мухтанчӑксем, пӗрмаях хӑйсен ӑсне пӗр-пӗрне кӑтартса хӑтланаҫҫӗ, картла вылянӑ манерлӗ. Ман хуҫа пулнӑскер мана ырӑ сунчӗ те тухса кайрӗ. Ҫитменнине тата манӑн тумтирӗмсемпе пушмаксем те ҫӗтӗлсе ҫитнӗччӗ, вӗсем вырӑнне манӑн ҫитес вӑхӑтрах мӗнле те пулин япаларан е еху тирӗнчен, е тата ытти чӗрчун тирӗнчен ҫӗленӗ тумтирсемпе пушмаксем тӑхӑнма тивет. Эпӗ газ паратӑп, машина аэродром тӑрӑх чупса каять… Темиҫе кун, темиҫе ҫул хушши чӗре патне вӗри юн хӑваланӑ, чӗрене кӳрентерсе, кӳлештерсе, ыраттарса тӑнӑ япаласем халӗ, Тимофей вилнӗ хыҫҫӑн пурте таҫта аякка, ӗмӗр каялла таврӑнмалла мар кайрӗҫ. Паллах ӗнтӗ, чи малтан манӑн питех те паллӑ та чаплӑ сценӑсем курас килчӗ. Пур чӗрчун та музыка юратать, тӗрмере вара унсӑр пачах пурӑнаймаҫҫӗ вӗсем. Вера упӑшки, Семен Васильевич Г…, Лиговская княгиньӑн катари хурӑнташӗ. Кашни сехетре тенӗ пекех, кӗтмен-туман ҫӗртенех, пысӑк событисем пуҫланасса кӗтнӗ вӑл. «Ак сана тӑмсай пичче!» — чунтан тӗлӗнсе шухӑшларӗ Давыдов. Ҫавӑнпа пирӗн проводника пӑхӑнса пӗр сехет иртсен, вӑл паллӑ парсан тин, ҫула тапранса каймалла пулчӗ. Авӑн ҫапнӑ чух Ҫӑрттан мучие хавасрахчӗ: итемсем ҫинче каҫ пуличченех веялкӑсем кӗрлетчӗҫ, хытӑ ҫӗре чул катоксем тӳнккени илтӗнетчӗ, лашасем тулхӑратчӗҫ, ҫынсем ну-ну! тесе сасӑ паратчӗҫ. Мария Ивановна иклатса илчӗ те хӗрелсе кайрӗ. Алӑ парса ҫирӗплетнӗ тата государство чиккисене тӗп тӑвакан нимӗнле протоколсенче те паллӑ туман туслӑхсем ҫуралаҫҫӗ. Соломон тесе чӗнеҫҫӗ мана. Курнӑ. Е вӑл нумай вӗреннӗ ҫын пулнӑран, хӗвелтухӑҫӗ енчи туннеле суйласа, йӑнӑш ҫулпа кайнине каласшӑн мар пулчӗ-ши? Ленӑна хӗрхеннӗ пек пулса, вӑл ӑна хӑй вӑйӗ ҫине ытлашши шанма сӗнмест, пысӑк процентсемшӗн ҫине тӑма хушмасть, анчах Лена вӑл чееленнине ҫавӑнтах сиссе илчӗ те, вӗсем, кула-кула, ниепле те татӑклӑн калаҫса татӑлаймарӗҫ. Сеттльментре ун ҫинчен пӗлсессӗн, аван мар пулӗ. Мӗн вӑл «ҫураҫасси», паллах, ӑна эп пӗлеттӗм-ха. Кӑштах ҫапла суллакаласа пырсан, вӑл аллине усрӗ, кӑхлатса илчӗ. Вӑл Ерошка ҫине халиччен курман тискер кайӑк ҫине пӑхнӑ пек питӗ тинкерсе те кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ, лешӗ вараланӑ урай енне пӑхса пуҫне сулларӗ те, сакайӗнчен икӗ пушӑ кӗленче илсе, хуҫисем патне кайрӗ. Унта, леререх авӑ, эпӗ Гораций юратнӑ йывӑҫсене темиҫе йывӑҫ лартрӑм. Унӑн кӑвакрах хул пуҫҫисем, тулса ҫитеймен кӑкӑрӗсем, ансӑр пӗҫҫисем чӑнах та ҫӑлтӑр ҫутинчен ҫуралнӑн туйӑнаҫҫӗ. Ҫав пӗчӗк пӑрахутах пулма пултарӗ-ши, пӗр статьяра ун ҫинчен вырӑссен чи малтанхи пӑрҫӗмӗренӗ тенӗччӗ. — Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, никама та суймастӑр эсир. — Ерофей Кузьмич сӑмса шӑтӑкӗнчен тӗтӗм кӑларса ячӗ. Соколов тухтӑра ӳлӗм мӗн кӗтет тесе тӗрлӗрен сӑмах шухӑшласа кӑларма та кунсерен тӗрлӗ сӑмах илтсе йӑпанма кам пӳлчӗ-ши ӑна? Килнӗ ҫынсене хӗр-манах хапӑл туса кӗтсе илет, кайран чыслӑн ӑсатса тӑрать, таса хура кӗпе тӑхӑннӑ Рада хӗрлӗ патнуспа ҫырла юрмипе кофӗ ҫӗклесе сӗтел ҫине пыра-пыра лартать. Каялла ҫаврӑнтӑм та — кунта тапса сикрӗм. Кунтах тӑррине аса ҫапса ҫӗмӗрнӗ ҫара йывӑҫ ларать. — Вӑл эпир кӗтнине тума пултарӗ тесе шутлатӑр-и эсир? — Картла вылякансем тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем-и? Ирхине эпӗ, темӗнле сасартӑк кӑшкӑрнӑ сасӑсемпе вӑранса кайнӑ тӗле пурте ҫывӑрса тӑнӑ, ирхи апат тунӑ, вутӑ сӗтӗрсе хунӑ. Анчах та унӑн сӑмахӗсем нимӗнле сӑлтавпа та ҫыхӑнса пыман, ҫавӑнпа унӑн патӗнчен пӗр утӑм пӑрӑнман амӑшӗ унӑн херӗ Владимир Николайевича вилес пекех юратать, унӑн хальхи чирӗ те ҫав юрату пиркиех пулчӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ. Эпир пупа чӑпта тӑхӑнсан та палласа илетпӗр. — Ну, — ӑна… Тӗпелелле иртнӗ хушӑра вӑл кӑшт ҫемҫелсерех кайнӑ уҫӑ сасӑпа калаҫма пуҫларӗ: — Э-э, акӑ ӑҫта иккен эсӗ! — Вара. Ҫӗнӗрен операци тума кирли ҫинчен каласан, вӑл сиввӗн татса каларӗ: — Ҫитет. — Марыся, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн, — эпӗ сана пӑрахмастӑп тенӗччӗ, сӑмах ҫине тӑтӑм акӑ. «Палларӗ», терӗм эпӗ ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа. Калаҫу пӗтсе ларчӗ, пӳлӗмре лараканнисем пурте кил хуҫи арӑмӗ ҫинелле пӑхса илчӗҫ. Унтан вара вӑл Николай Антоныча аллинчен ярса тытрӗ те алӑк патнелле ҫавӑтрӗ. Салтаксем, арба тӗл пулсан, казачкӑсенчен виноград ыйтаҫҫӗ, вара казачка, вӑкӑрне чармасӑрах арба ҫине хӑпарса, пӗр ҫӗклем иҫӗм ҫырли илет те салтак арки ҫине тӑкать. Ку енче пулсан… тытас пулать. Чӑнах та ҫапла шухӑшлать-ши? Иван Федорович каларӗ. — Тӗл пулнӑшӑн эпӗ хӗпӗртерӗм. Ҫара ӳсекен хытӑ туналлӑ курӑк тӗмескисем ҫине пусса пырсан авантарах. Ун пек пулкаланисене нумай куркаланӑ эпӗ — ҫын пурӑнать-пурӑнать те, сасартӑк тӗрмерен ҫӑлӑнса тухнӑ пекех хӑтланма тытӑнать, татах тепӗр хут каларӗ вӑл малтан пӗрре каланӑ сӑмаха. Вӑл ачашшӑн, йӑл кулса ыйтрӗ, анчах та хӗрарӑма ку ыйту кӳрентерчӗ. (Леноре фрау кайнӑ кунне кун пекки ҫинчен ним те каламан, анчах халӗ ӑна вӑл ун чухне мӗн пулассине «пурне те» малтанах сиссе тӑнӑ пек туйӑнать). — Пуринчен ытла тӗлӗнмелли тата акӑ мӗн: вӑл каснӑ лартнӑ мистер Морис пекехчӗ. Рада кӑмӑлне йӑпатаканни пӗртен пӗр кӳршӗ ҫынни Боримечка арӑмӗ Стайка пулчӗ. — Авӑ мӗнле! Акӑ мӗн! Анчах пӗррехинче Петр, хӑех ӑна хӑй патне чӗнсе илсе, иккӗшне ҫеҫ хӑварма ыйтрӗ. Эпӗ ҫуркунне хам нимӗне пӗлмесӗр пӑлханнине те манса кайрӑм. Эпир аран-аран хӑтӑлса юлтӑмӑр. Эпӗ ҫав тери васкарӑм, пушмаксене тӑхӑнса тухма та ӗлкӗреймерӗм. — Шутламасӑр мӗнле пултӑр-ха вӑл? Ав ӗнтӗ хирсем, авӑ Мяцек груши те… тӑван сӑрӑ ҫуртсем, чиркӳсем. — Епле эсир иксӗр те лайӑх вырнаҫса ларнӑ! — терӗ пӳлӗме кӗрекен Джемма. Кӑнтӑрлахи апат тӗлне ӑна вӗри пусрӗ; вӑл ним ҫиме те пултараймарӗ. Вилӗ ҫын ҫӳрет тенине ӑна — ӳсӗр тимӗрҫсем шухӑшласа кӑларнӑ… «Часрах каяс пулать!» — тесе шухӑшларӗ вӑл, хӑйне шалтан ҫемҫен тӗртсе пыракан хурлӑхлӑ, анчах ҫапах та ҫӗклентерӳллӗ вӑя пӑхӑнса. Хальхинче вӑл шлюпка ҫинелле ҫӗмрен пек пычӗ. — Ма-ха эсӗ каллех вараласа пӗтертӗн? — тесе ҫиленсе ыйтрӗ хуҫа. Ун чухнехи уяр ҫанталӑк тӑнӑ пирки эпир сӑмсахран ҫӳлерех хӑпарса тӑракан Мирдальс-Иокуль ту варрине палласа илтӗмӗр. Эпӗ сире ӑшшӑн култарасшӑн, сирӗн куллӑр калама ҫук илемлӗ. Ҫӗнни ҫинчен калаҫакан ҫынсенчен слободкӑра пурӑнакансем ним чӗнмесӗрех аяккалла пӑрӑнаҫҫӗ. Ылтӑн ҫамрӑксем тени, офицерсем, Париж ҫыннисем тата эпир, ҫав мӗнпур господинсем, вӑтӑр ҫулхи аскӑнсем, тап-таса ҫӑвӑнса, хырӑнса, хамӑр ҫине духи сапса, аялтан таса кӗпе-йӗм, ҫиелтен е фрак, е мундир тӑхӑнса яратпӑр та гостинӑйсене кӗретпӗр, балсене — тасалӑх эмблеми — каятпӑр, — ытарайми илем!.. Исидора лашана шпорӗсемпе тапса илчӗ, вӗтлӗх ӑшӗнчен тухрӗ те улӑх тӑрӑх малалла, Аламо еннелле вӗҫтерчӗ. — Апла пулсан, манӑн мӗн тӑвас-ха? — Мӗнле хитре кайӑк! — терӗ вӑл. Пӗтӗм оборона тӑршшӗпех кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Хӗҫ-пӑшал чанкӑртатма пуҫларӗ. Хӑраттӑм эпӗ унран. — Мӗскер пулчӗ, Лу? — тесе ыйтрӗ вӑл пӑшӑлтатнӑпа пӗрех. Щукарӗн тертне сӑнаса тӑнӑ казак питех те шӳтлеме юратакан мыскараҫӑ. — Чӑнах та, хӑвӑн пӗчӗк кӗрешӳвӗшӗн эсӗ, паллах, орден илме тивӗҫлӗ пулайман. Унӑн чӗри пӑшӑрханса тапрӗ. Иккӗмӗш — мӗне пӗлтерет вӑл лайӑх, тени? Журналсем вулӑр, уҫӑлса ҫӳрӗр, пӗр сӑмахпа, мӗн тӑвас килет, ҫавна тӑвӑр… «Пилигрим» ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле талӑкра 200 миля хӑвӑртлӑхпа ишрӗ, ҫӗр вара ҫаплах курӑнмарӗ! Ку ҫӗр — Америка континенчӗ, Лӑпкӑ океанпа Атлантика океанне уйӑракан пысӑк пӳлмек пек, ҫӗр ҫирӗм градус таранах сарӑлса выртать. Эпӗ сӑмахӑма каласа та пӗтерейменччӗ, ман профессор кӑшкӑрса та ячӗ, — ҫук, вӑл мӗкӗрсех ячӗ. — Ҫемьепе-и е пӗчченех-и? — Мӗ-ӗн? — ҫухӑрса янӑ старик ҫинҫе сасӑпа. Пӗр Даша инке кӑна, монашка пек хура кӗпе тӑхӑннӑскер, пире хирӗҫ килет. Анчах ҫынҫиенсенчен пӗри ҫӗкленчӗ те, аллине сулахай ҫыран еннелле тӑсса, пурне те курса тӑнӑ Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем ҫине кӑтартрӗ. Лешсем, мӗн тумаллине пӗлмесӗр, папирус хушшинчен тухса тӑнӑччӗ. — Вӑл чӗрӗ-и вара? — ыйтрӗ пӗр хресчен. — Ху мӗншӗн тата айӑпа ҫӗнни ҫине яратӑн? — пуҫне вӗсем еннелле ҫавӑрмасӑр, шӑппӑн ыйтнӑ Смолин. — Мӗнле, — ыйтрӗ карчӑк пӑртак тӑрсан: — пулӑшмарӗ-и? — Пӗлместӗп. — «Ыттисем?» — «Джунгли» кӑтартӑр-ха ӑна, — хушрӗ Валя. Карл Иваныч тӗлӗнсе кайрӗ, ура тупанӗнчен кӑтӑклама пӑрахрӗ те пӑшӑрханса манран ыйтма тытӑнчӗ: мӗн ҫинчен эпӗ? Неллин питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ. «Шуйттан ҫитӗр сире пурне те, — шухӑшларӗ вӑл, Ока хӗррипе утса пырса. — Мӗн тума кирлӗ эсир мана? — Мӗн вара вӑл апла? — интересленсе ыйтрӗ Ерофей Кузьмич. Софья Павловна, ятуллӑн кулса тӑраканскер, аллине турта-турта илнӗ, ӑна Фоман хӗрӳлӗхӗ ним чул та хумхантарман. — Ҫук, йӗкӗт, ку ман ӗҫ кӑна та мар, пӗтӗм колхоз ӗҫӗ. Ҫав «ӗҫле» сӑмахпа пӗрле «шӑллӑмӗ тенӗ сӑмаха асӑнни Генрин ватӑ ашшӗне тӗлӗнтерсе, лайӑх мар пек туйӑнса кайнӑ. Шӑп! Темиҫе пин ҫын чиперех кӑмпа ҫиет, а пӗрин — вилмеллех пулать! Халӗ вӑл каллех Фоман кӑмӑлне килӗшнӗ. Акӑ тул енчи алӑк уҫӑлчӗ, эпир карап ӑшӗнчен тухрӑмӑр та, пӗчӗк чикмекпе анса, уйӑх тӑпри ҫине антӑмӑр… — Паллах, генералӑн! — терӗ халӑх хушшинчи сасӑ. Чӗмсӗр, анчах чӗрӗ мӗлкесем стенасем тӑрӑх, урай тӑрӑх шӑвӑнса ҫӳренӗ; ачана хӑрушӑ та, ҫав вӑхӑтрах кӑмӑллӑ та пулнӑ, вӑл ҫав мӗлкесен пурнӑҫне сӑнанӑ, вӗсене тӗрлӗрен формӑсем панӑ, сӑрланӑ, унтан, вӗсенчен чӗрӗ пурнӑҫ туса, ҫав пурнӑҫа, сасартӑк, куҫ хӑрпаххисене чӑлт ҫеҫ уҫса илнипе пӗтерсе пӑрахнӑ. Мӗн — лайӑх-им? Вунсаккӑрмӗш ҫулта Разметнов кӗске вӑхӑтлӑха Гремячий Лог хуторне таврӑнчӗ. Хамӑр ӗҫ пархатарлӑ иккенне чӗререн ӗненетчӗ. Унӑнни пек ӗненӳпе, Петя, пурӑнма та, вилме те ҫӑмӑл? Челкаш ахлатса ячӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ, малалла ӳпӗнчӗ, Гаврила еннелле ҫаврӑнчӗ те хӑйӑр ҫине пичӗпе ҫапӑнса ӳкрӗ. — Ӑнланаймастӑп… Эпӗ чун-чӗререн тархаслакан ҫын пек тӑрса, питех те йӑваш сасӑпа хама пулӑшу пама ыйтрӑм. Анчах тархасласа ыйтни кӑлӑхах пулчӗ. Вӗсем Хӗвеле ҫынна кӑмӑллакан ырӑ турӑ вырӑнне хунӑ. Хуторта нумаях пурӑнмарӗ вӑл: сарайӑн ҫӗрме пуҫланӑ юписемпе каштисене тӳрлеткелерӗ, икӗ теҫеттин ҫӗр сухаласа пӑрахрӗ, унтан пӗр кун кунӗпех пӗчӗк ывӑлӗпе выляса ирттерчӗ, ӑна салтак пурнӑҫӗн шӑрши витӗрех ҫапнӑ мӑйӗ ҫине лартса ҫӳрерӗ, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа кӑтартрӗ, кулчӗ-ахӑлтатрӗ. Марья Николаевна упӑшки ҫумне пырса ларчӗ, вӑл ухмаха юлсан: «Ну, мӑнтӑркка, ҫитет ӗнтӗ. Ӑна итлесе ларса, амӑшӗ пурнӑҫӑн йывӑр машинӗ ҫынсене ним хӗрхенмесӗр, арман пек авӑртса вӗсенчен укҫа туса пынине ҫав тери уҫӑмлӑн курать. Исидора лашана шпорӑсемпе тӗртнӗ те чӑнкӑ тӑвайккипе хӑвӑрт хӑпарса кайнӑ. Нимӗнле носилка та ҫук иккен унта, лутра диван ҫинче шурӑскер, хура пуҫлӑскер ҫеҫ выртать иккен, шурӑ тумтир тӑхӑннӑ тепӗр ҫын ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ. Хыҫран ача-пӑчасем ҫыхланнӑччӗ, анчах Любишкин ҫатан карта хушшинчен пӗр ҫапӑ кӑларса илсен, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен ачасем хӑйсемех хӑпса юлчӗҫ. Хыҫалтан арӑмсемпе хӗр ачасем, карчӑксем пыраҫҫӗ. Халӑх ушкӑнӗ хуллен кӑна мӑкӑртатса калаҫать. — Пӗлместӗн-и-ха эсӗ? Тен, карчӑк манран тарса ӳкме те шутларӗ пулӗ, анчах ҫавӑн йывӑрӑш сумкӑпа ӑҫта каяйтӑр-ха вӑл. Камӑнне те пулин ӗне вӑрларӑм-им? Ӳкӗнмесен, йӗрки-йӗркипе ун ҫинчен ыйтса пӗлме те тӑрӑшмӗччӗ. Чылай пурӑнса курни ӑна пиртен нумай мала тӑрататчӗ; кунсӑр пуҫне тата вӑл яланах салху ҫӳрени, хӑй кӑра ҫилӗллӗ те хаяр чӗлхеллӗ пулни пирӗн ҫамрӑк пуҫсене ун енне час-часах ҫавӑратчӗ. Ан кӗт, кахалланса та ан ҫӳре. Вӑл питӗ лайӑх, хӑюллӑ ответленине профессорсем кӑмӑллинченех курма пулчӗ. Хӑй вырӑнне таврӑнсан, вӑл хӑйне мӗнле паллӑ лартнине пӗличченех тетрачӗсене лӑпкӑн илчӗ те тухса кайрӗ. — Эпир ҫыран хӗррине чарӑнсан, шкуна ӑшӑх ҫӗре кӗрсе лармӗ-ши? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Ӑна ӑшӑх вырӑнтан илесси йывӑр пулмӗ, — ответлерӗ вӑл. — Ыратать, — терӗм эпӗ юлашкинчен. Полка пӗтӗмӗшлӗн пухассине вунӑ сехет тӗлне палӑртнӑччӗ, анчах ҫынсене тӗрӗслев умӗн тӑраниччен ҫывӑрттарас та кантарас шухӑш, Стельковскисӗр пуҫне, урӑх пӗр рота командирӑн асне те пырса кӗмен. Малтанхи хут Мускав патӗнче нимӗҫсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн куртӑм. Нумай вырӑнсенче тем сарлакӑш ҫӗре тӑвар сийӗсем витеҫҫӗ. Вӑл — ӑслӑ… Вӗсенчен чылайӑшӗ, сирӗн телейӗре кура, ҫухалса пӗтнӗ, чемоданӗ вара ытти япаласемпе пӗрле, хам телее кура, тӗрӗс-тӗкӗлех тӑрса юлнӑ. Аллисем чавса таранах юнлӑ вӗсен. Вӗсем койка умӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Койка ҫинче хлороформ парса ҫывратса янӑ аманнӑ ҫын выртать. Куҫӗсем уҫах ун, вӑл, ыйӑх витӗр тенӗ пек, тӗлсӗр сӑмахсем, хушӑран тата чуна пырса тивекен ӑшӑ сӑмахсем калать. Курӑнман алӑ мана хул пуҫҫинчен ярса тытрӗ. Каласа пӗлтерме кирлӗ: ҫак монарх хӑй аллинчи ҫӗрӗсенчен илекен тупӑшсемпе ытларах пурӑнать, тепле пит кӑрӑс килсен тин хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫыннисенчен пулӑшу ыйтать. Мӗнле ҫамрӑк ҫын вара вӑл? Ҫырлахах турӑ, пӗтет вӗт улпут ачи! — Максимыча ҫӳле чӗнеҫҫӗ! Алӑк уҫӑлчӗ. Вӑл пире ытти чухнехи пек чуптума шутламарӗ, кӑштах ҫӗкленсе, куҫлӑхӗ витӗр пирӗн ҫине пӑхрӗ те куҫҫулӗ шӑпӑр-шӑпӑр юхма пуҫларӗ. — Том Сойер ара! Эй турӑ, ҫӗр тӗпнех анса каяттӑм эпӗ! Крушени хыҫҫӑн пӗр хама ҫеҫ ҫӑлӑннӑ тесе шутланӑ эпӗ. Каҫалапа вара, кулаксен килйышӗсене, вӗсен япалисене тиенӗ лавсем Гремячирен тапранса тухсан, вӑл ухмаха ернӗ ҫын пекех усал сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те юр ҫине выртсах тапкаланчӗ. Ялав патӗнчи ҫӳлех мар карлӑк пекки ҫине хӑпарса тӑрса, Петлюра салтаксене пӗр вунӑ минут хушши сӑмах каларӗ. Иманус ҫав курӑка асӑрхарӗ те: «Ку та тарӑхнӑ», тесе шухӑшларӗ, унтан замокпа кӗпер ҫине тепӗр хут тимлӗн пӑхса илчӗ те хӑйне пулӑшакансене кӑшкӑрса чӗнчӗ, вара тӑваттӑшӗ те башньӑна куҫрӗҫ. Вӑл малтанхи ҫулҫӳревре ҫиелтен ҫеҫ пӑхса иртнӗ Луалаба ҫыранӗсене тӗплӗнрех тӗпчесшӗн пулнӑ. Пампа пирӗн Ҫурҫӗр Америкӑри саваннӑсене аса илтерет, анчах унти ҫеҫенхирсем час-часах шурлӑхлӑ пулаҫҫӗ. Леререх Меркурий планетин пӗлӗчӗ каять, ун хыҫҫӑн Венера пӗлӗчӗ, унтан вара Хӗвел, Марс, Юпитер тата Сатурн пӗлӗчӗсем. Сасӑсем хуллен илтӗнсе килетчӗҫ. Ҫывӑрса каяймастӑп… Палӑрмаллах нимле чаплӑ, паттӑр ӗҫсем туман пулсан та, ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсенче хӑюлӑх, ҫирӗплӗх, тимлӗх кӑтартни ӑна хӑйне евӗрлӗ паттӑр ҫын туса хуни ҫинчен вӑл тӗшмӗртме те пултараймарӗ. Вилсе кайӑн, вара юрӑ илтеймӗн те. Пит ӑслӑ чӗрчунсем!» Унтан ачасем, Томпа тата Джопа пӗрле шкула ҫӳренӗ юлташӗсем, ушкӑнӑпех пырса ҫитрӗҫ. Вӗсем пурте, хӳме витӗр пӑхса, пӑчланнӑ ачасене хисеплесе, хуллентерех сӑмахларӗҫ: хӑйсем юлашки хут ӑна курнӑ чухне вӑл мӗн-мӗн тунине тата Джо мӗн каланине асӑнчӗҫ. Илтетпӗр, вӑл пынӑ ҫӗрте урай хӑмисем авӑнаҫҫӗ, шӑтӑртатаҫҫӗ. Вӑл сасартӑк калама чарӑнчӗ те, пурте салхуллӑн, ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ, ҫынсене пурне те темле пысӑк, ҫӗнӗ япала ҫавӑрса илчӗ, анчах халӗ вӗсене вӑл хӑратмарӗ. Ҫак кун кунӗпех патшана пытарма хатӗрленчӗҫ. Вӑрманта, юнлӑ вырӑнтан пӗр чӗрӗк мильӑра, ҫӗр ҫинче пӗр ҫын — пит илемлӗ яш ача тӑсӑлса выртнӑ; ун сӑн-сӑпатне вилӗм те улӑштарма пултарайман. Ах, турӑҫӑм, мӗн кӑна пулса иртет-ши ҫут тӗнчере!.. — О, ҫапла-ҫаплах, пӑхсам, пӑхсам ман ҫине, савниҫӗм! Площаде сасартӑк юланутлӑ уретник ыткӑнса ҫитрӗ, — вӑл сарӑрах лашине хӑвӑрт чарса тӑратрӗ те, саламачӗпе сывлӑшра сулкаласа, арҫынна темскер кӑшкӑрса каларӗ. — Эсӗ паян манран иртсе кайрӑн. Хам мӗн тери хӑрушлӑха юлнине пӑхмасӑрах, эпӗ пурин ҫинчен те манса кайрӑм, унтан вара ҫывӑрсах кайнӑ. Виктор урлӑ урамран пӗр ҫӗр утӑм уйӑрӑлса «Сердце красавицы склонно к измене» кӗвве шӑхӑркаласа пырать. Вӑл Лизӑпа тӗл пулса калаҫнипе тата ыран унпа кивӗ завод патӗнче курнӑҫас шухӑшпа савӑнса пырать. Ҫавӑнпа пӗрлех хамӑр час-часах асӑнакан чӑрсӑр та вӑрӑ-хурахла дворянин Перерепенко ывӑлӗн Иван Ивановӑн еткерӗ те питех ирсӗр: унӑн йӑмӑкӗ тӗнчене паллӑ аскӑнчӑк хӗрарӑм пулнӑ, вӑл пилӗк ҫул ӗлӗкрех Миргородра пурӑннӑ егерсен ротипе тухса тарчӗ; хӑй упӑшкине хресченсен шутне ҫыртарчӗ. Атте темӗншӗн питӗ ҫилӗллӗ. Володя хӑйӗн тӗрӗк сӑнне парнелерӗ те пур енчен те ырласа мухтанине илтме тивӗҫлӗ пулчӗ. Анчах никам та ҫырӑнмарӗ. Макариха плошаде чи юлашкинчен пыраканнисемпе пӗрле тин ҫитнӗ. Вӗсенчен пӗри — илемлӗ пысӑк кӗнеке. Ку вӑл ҫемье Библийӗ. «Мӗн калаҫатӑр эсӗр?» — тенӗ Лиза шуралса кайса. Амӑшӗ, хӑй ӗҫе тухса кайиччен, доктор патне ярать. Пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлатӑр… Мӗншӗн тесен вӑл шуйттанран та шуйттанрах, хӗрарӑм мар! Эсир кирек хӑҫан та манӑн ырӑ юлташ пулнӑ, Чезаре, — терӗ Джемма, — йывӑр самантсенче мана яланах пулӑшнӑ. Эпир ҫул ҫине тухрӑмӑр. Сасартӑк… — Ҫӗкленсем, юратӑвӑм манӑн. Тухсам, хӳхӗмскерӗм. Хушӑран площадь урлӑ, ула ушкӑнсем хушшипе, кивӗ шинель тӑхӑннӑ уявла мар салтак васкавлӑн иртсе каять. Халӗ ӗнтӗ станца пуҫлӑхӗ, ӗҫ мӗнле пулнине аса илсе, гусар юри чирленӗ пек тунине туйса илнӗ. Магазин хыҫӗнче, пӗчӗк пӳлӗмре, хуҫа йӑмӑкӗ пурӑнатчӗ, эпӗ ӑна валли самовар вӗрететтӗм, анчах ӑна епле те пулсан сайрарах курма тӑрӑшаттӑм, — аван марччӗ мана унпа пӗрле пулма. Эс пӗчченех-и?» тесе каласшӑнччӗ вӑл, анчах нимӗн те шарламарӗ, ҫӗлӗкне ҫеҫ кӑшт ҫӗклесе илчӗ. Амӑшӗ унран темле урӑхла ыйтусем кӗтрӗ, вӗсене ывӑлӗн куҫӗнче шырарӗ, анчах тупаймарӗ. Урӑх эпӗ нимӗн те илтмерӗм. — Мӗне вӗрентет вара? — кулса ыйтрӗ Давыдов. Ҫапах та хам тупнӑ философилле пӗлӳсем ман мӑнкӑмӑллӑ чӗрене ҫав тери хӗпӗртеттерчӗҫ: эпӗ час-часах хама пӗтӗм этемлӗхшӗн усӑллӑ ҫӗнӗ чӑнлӑхсем тупма пултаракан чаплӑ ҫын тесе шутларӑм, хама пысӑка хурса, нимӗнпе те палӑрман ытти ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӑм; анчах, тӗлӗнмелле, ҫав ҫынсемпе пӗрле чухне эпӗ кашнинченех иментӗм, шухӑшӑмпа хама мӗн чухлӗ ытларах ҫӳле хутӑм, хам ыттисенчен аванраххине палӑртма ҫаван чухлӗ сахалтарах пултартӑм ҫеҫ мар, кашни ансат сӑмахӑмпа хусканушӑн именме те парахаймарӑм. * * * Ку Исидора пулнӑ. — Аслӑ ҫын хӑех курать: ун умӗнче ҫырма пулсан, — апла-тӑк ун шывӗ ӑҫталла та пулин юхать… Ытах та вӑл пӗр вырӑнтах тӑнӑ пулсан, лачака пулӗччӗ… — Халех, сэр! Анчах ӗҫ ӑнмарӗ. — Мӗскӗн кардинала ҫӗнӗрен тапӑнас тетӗр-и? — ыйтрӗ Риккардо хурланнӑ сасӑпа. «Мӗн ҫуйӑхаҫҫӗ вара, мӗнле пропаганда хускатнӑ?» — тесе ыйтрӑм хамран. — Чыхса тултарнӑ! — пуҫне пӗшкӗртсе илсе каланӑ Бобров. Куҫу ӑҫта пулнӑ вара санӑн? — Эпӗ вара… — терӗ Елена. Тинех ӗнтӗ шхуна хӑйӗн трюмӗсене ҫӑкпа тултарӗ — ҫак юлашки шухӑш капитан ӑшӗнче ыттисене пурне те ҫӗнтерчӗ. — Алексей Иванович, эпир Марс ҫинче пулнӑ-и? — Кунталла! — Ну, сывӑ пул! Кӗтӳҫ вӗрентӗвӗ Азора чикки урлӑ каҫса аякка-аякка сарӑлать. Ун ҫинчен Англи чаплӑ химикӗ Велингтон та ҫырать. — Паҫӑр ӑна сирӗн йӗкӗтсем, иккӗн тан, илсе каятчӗҫ, — терӗ Бояркин. — Томас Сойер, эсӗр июнӗн вунҫиччӗмӗшӗнче ҫур ҫӗр тӗлнелле ӑҫта пулнӑччӗ? Анчах кӑвас чӗресӗ, ик аллипе пилӗкрен тытса, курнӑҫланса, ташша яра парать. Ларсах ташлать… Кулӑрах, кулӑр; пирӗн асаттесен кулас шухӑшӗ пулман ун чух. — Итлӗр-ха ӗнте, ӑссӑр старик!.. Каҫарӑр, сирӗн тӗлӗшпе вӑл кам пулнине пӗлместӗп, — терӗ. Назанский хӑй юлташӗ, Зегржт поручик, патӗнче пӳлӗм йышӑннӑччӗ. Вара пурне те персе антарчӗҫ те ҫавӑнтах чавса пытарчӗҫ», тесе пӗлтерчӗҫ вӗсем пире. Хваттерте тӑнӑ тӑхӑр ҫынсӑр пуҫне, ҫак пӳртре тата хуҫисем те — ватӑ карчӑкпа ӳссе ҫитӗннӗ хӗр пурӑннӑ, пӳртре ҫывӑрма та вырӑн ҫуккипе вӗсем хӑйсем темӗн пысӑкӑш вырӑсла кӑмака ҫине вырнаҫнӑ. — Апла пулсан, асту, пирӗн иксӗмӗрӗн чӳлмек ҫумне чӳлмек ҫапӑнтармалла та — уйрӑлса каймалла пулать. Вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенче пулнӑ шухӑшсем ӑна хальхи вӑхӑтра канӑҫ паман ыйтусемпе пӗр пекех туйӑнаҫҫӗ. Вӗҫсе кайӑп халь тинӗс хӗррине, Ярса тытӑп эп шурӑ акӑшне, Ҫийӗп тутлӑ аш-какай, «акӑш какайне». Вӗсене хам вӑхӑтри ҫынсемпе танлаштарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ этем йӑхӗ юлашки ҫӗр ҫул хушшинче ҫав териех имшерленсе пынӑ пирки питех те кичемленсе шухӑшлама пуҫларӑм. — Эсир чӑнахах калатӑр-и, Паганель? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Мӗн тунӑ ӗҫӗмӗр усӑсӑр пӗтес ҫук… мӗн те пулин ҫикеленӗ-и эсир? Мӗн? Огнянов пӑшӑрханса илчӗ. Райкома тата мана намӑс ан кӑтартӑр, намӑс кӑтартма хӑйнӑ ан пултӑр! Ҫанталӑк майӗпен юсанса пычӗ. Илья Артамонов Павел Никоновпа пӗрле чул купи ҫинче ларать. Ку ӗҫ пӗртте йывӑр мар. Профессор хӑйӗн вичкӗн ӑсӗпе малтанах асӑрхаса шутланисем пурте тӗрӗсе тухрӗҫ; вӑл саспаллисене мӗнле йӗркепе майласа ҫырнине те, документӑн чӗлхи енӗпе те тӗрӗсех шухӑшланӑ иккен. Арҫынсен мӑнастирӗ сӑрт-ту хушшинче пытанса ларать, вӑл кирек хӑҫан та шӑп, халӑх та унта ытла ҫӳремест, хӗрарӑмсен Бяла Черквари мӑнастирӗ вара яланах тав-шуйлӑ. Ача эпӗ гамак ҫинче выртакан ещӗке илчӗ те, пӗр ҫур сехет хушши утсан, тинӗс хӗрринчи чӑнкӑ сӑртсем патне ҫитрӗ. — Тен, мухмӑр чӗртмеллеччӗ пуль? — ырӑ тӑвасшӑн пулчӗ Яков Лукич, анчах Лятьевский унӑн пуҫӗ урлӑ таҫталла пӑхрӗ те пат татса каларӗ:— Халӗ ӗнтӗ нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ. Ӑна кашни сӑмахах калама вӑй хумалла темелле мар, анчах вӗсем кашнинчех ун чӗринче темле иккӗленӳлӗх хускатрӗҫ. Вӗсем фигурӑна вӗҫлесен, пичӗ унӑн каллех туххӑмрах ҫиллес сӑнлӑ пулса тӑчӗ, «хаярланнӑ хурт-кӑшпанкӑнни пекех», — шухӑшларӗ Ромашов. Вӗсем чи хӑравҫӑраххисем пулмасан, пурӗпӗр чи паттӑррисем пулаҫҫӗ. Ҫавӑн пек шутласа хисеплес пулать. Сылтӑм енче Стремӑ шывӗ юхать, тӗрӗксен ҫавӑнтан иртмеллех пулать, сулахай енче тем тарӑнӑш алтӑннӑ тип ҫырма пур, леш енчен чӑнкӑ ту ҫӗкленет. — Вӑл наркӑмӑшлӑ мар-и? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Пӗр кунхине вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче Художество Академийӗ ӑна, хӑйӗн тивӗҫлӗ членне, Италире вӗренекен вырӑс художникӗ ярса панӑ картинӑна курса хак пама ыйтса ҫырнӑ хут тупрӗ. Пӑлхавҫӑсем вӗсене аякранах вӑйлӑн пере-пере кӗтсе илчӗҫ, анчах тӗрӗксем васкаса пемерӗҫ, вӗсем персе тивертме пулнӑ ҫӗре ҫитсен кӑна пеме тытӑнчӗҫ. — Улпут мӑйрин, Лоснякован, Елена Николаевнӑн. Эпӗ, эс каллех хампа пыратӑн пулӗ тесе, кашни каҫах питӗ кӗтнӗ, питӗ кӗтнӗ… — Мӗншӗн? — Пурте ҫывӑххине юратаҫҫӗ, анчах пысӑк чӗрере инҫетри те — ҫывӑх! Вӑл аллине йӗп тытнӑ та, комендантша хушнипеле, хӗлле валли типӗтнӗ кӑмпана ҫип ҫине тирет-мӗн. Никам та ҫук ҫакна каласа пама пултараканни. Анголӑн ҫак пайӗнче пурӑнакан чӗрчунсемпе кайӑксем те ӳсентӑрансем пекех, тӗрлӗ тӗслӗ. Кӗмӗлпе виҫҫӗр! Рысаксем, пӗлетӗн-и… Колчо вӑл Дико тӑванӗ-ха, ҫак ҫурта хуралласа пурӑнаканскер. Ҫак кун вӑл вунӑ милӗрен ытла утаймарӗ. Тепӗр кунне, чӗри аптраман хушӑра ҫеҫ уткаласа, вӑл мӗн пурӗ те пилӗк милӗ ҫеҫ турӗ. Санин Джемма патне ҫывхарнӑҫемӗн ирӗксӗрех уттине чакарчӗ, вара… Вӑл чие ҫырлине мӗншӗн суйласа ларни ҫинчен ыйтнисӗр пуҫне урӑх ним каламалли те тупаймарӗ. Ҫак сӑмахсене каласа вӑл ман хулпуҫҫи ҫине вӑйпа таянса вырӑн ҫинчен тӑма тытӑнчӗ, хулпуҫҫи ыратнипе эпӗ кӑштах кӑшкӑрса яраттӑм. Унӑн чунсӑр каска пек урисем урайнелле йывӑррӑн усӑнчӗҫ. Комиссар, Мересьевшӑн чи хӑрушӑ та йывӑр кун ҫитсен, ӑна тӑван аэродромран килекен туслӑ саламсемпе ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерсе унӑн йывӑр хуйхине ҫӑмӑллатас тесе, ун ячӗпе пыракан ҫырусен пӗр пайне пытарса пурӑннӑ. — Ав тинӗс ниҫталла та юхмасть. Ганс нимӗн шухӑшламасӑр куҫӗсене хупкаласа тӑрать; пичче те ҫак калама ҫук илемлӗ ҫӗршыв ҫине ӑнланаймасӑр пӑхать. Тӑвӑл хӑрушлансах пычӗ. Ҫутӑ, ӑшӑ, уйӑхлӑ каҫсем тӑнӑ — юратун пылак каҫӗсем! Вӑл мӗн тери хӑвӑртрах пулать, ҫав тери авантарах пулать. Акӑ мана илер.. — Мӗнле «ҫакӑн пекчӗ?» — ыйтрӗ Санин. — Пер вӑхӑтрах хамӑн должноҫе туса пыма тата санпа калаҫса пыма пултараймастӑп эпӗ… Ниневипе Нимрудран тата Саргонран — илемлӗ мозаика; Кутӑн вӗҫсе хӑпарнӑ парашютист сывлӑшра пуҫӑн ҫаврӑнса тӑчӗ. Володьӑн хаваслӑ сӑн-пичӗ ҫуталса кӑна тӑрать. Хӑйне телей кӳме килӗшесси ҫинчен ыйтрӗ. Маша нимӗн те чӗнмерӗ. — Килӗшет, паллах, килӗшет, — тӗрӗ Кирила Петрович, — анчах хӑвах пӗлетӗн, князь, йӑли ҫапла вӑл, хӗр тӳрех килӗшетӗп тесе калаймасть ӗнтӗ. — Ҫисен, чӑнах та лайӑх пулӗччӗ, — терӗ те Базаров, карӑнкаласа диван ҫине ларчӗ. — Мӗн калаҫрӗ вӑл? — хӑраса ыйтрӗ Мойсей Мойсеич Христофор аттерен. Анчах нимӗҫӗ аллисемпе хӑлаҫлана-хӑлаҫлана авкаланма тытӑнчӗ. Сарлака ӳсен-тӑранран вӑрӑм мӗлкесем ӳкеҫҫӗ. Енчен капитан ҫак пӑнча тӗрӗс лартман пулсан, мӗн пулать? Вӑл чуллӑ вырӑналла ҫитиччен 40 километр тесе шутлать, тӗрӗссипе вара унта ҫитме 10 километр кӑна! Эпӗ Дмитрие ҫав ҫынсен ӗҫкисене каймастӑп тесе сӑмах пани кӑна мана вӗсемпе пӗрле савӑнса йӑпанассинчен чарса тӑчӗ. Разметновпа темскер пӑшӑлтатса илсе, Давыдов васкасах калаҫма пуҫларӗ: — Эпӗ сире нумай тытса тӑмӑп, факт! Пӗрре, каҫалапа, хальхинчен иртерех те-и тен, кусем ӗнтӗ каҫхи апат ҫиме лараҫҫӗ: хунями те ларать, хуньӑм та (халь вӑл та вилнӗ). — Так точно, генерал юлташ! — Хм… Ӑҫтан тупрӑн? Ку хула — Седов хули, Брусилов хули. — Ну, ухмах эппин эсӗ! Апла эсӗ мана ҫакӑн пек ирсӗр ӗҫе кам тунине — чустана кам пӑснине пӗлмест тетӗн-им! Акулӑна тытрӗҫ. Тискер пулӑ халь ӗнтӗ пӗрре те хӑрушӑ мар. — Вуникӗ сехет тӗлнелле. Ҫав вӑхӑтра эпӗ киле ҫитес тетӗп. — Ҫӑва патне кайччӑр санӑн ухмахла святойсем, ан чӑрмантар вӗсене, тархасшӑн! Хӗрача, Эвелина ятлӑскер, кашни кунах усадьбӑна ҫӳреме тытӑнчӗ, тата кӑшт вӑхӑт иртсен хӑй те Макҫӑмӑн вӗренекенӗ пулса тӑчӗ. Мана вӑл Баренц тинӗсӗ ҫинче пыракан пысӑк вӑрҫӑ ҫинчен кӗскен ҫеҫ каларӗ пулин те, вӑл каланӑ пек тӗплӗн эпӗ кайран уйрӑм статьясенче вуласа та пӗлеймерӗм. Ҫак малтанхи харкашу чуна чӑтма ҫук аван мар йӗрпе кӗрсе юлчӗ. Паян эпир Франц-Иосиф широтине ҫитрӗмӗр, малалла та кӑнтӑралла куҫатпӑр. Ҫапах та утрав пирки нимӗн те тӗлли-палли те ҫук-ха. Малтанхи ҫулсенче колхозра пурӑнма йывӑрччӗ, йывӑрччӗ те хӑнӑху та ҫукрахчӗ — ку аплах мар та, тепри аплах мар, ӗҫ тени ниепле те майлашӑнса пымастчӗ. Ӗҫ майлашӑнса пыманнине кура мӗн чухлӗ тертленнӗ пуль, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ вӑхӑтсене те сахал мар аса илнӗ ӗнтӗ, ун чух пурӑнма ҫӑмӑлрахчӗ, ирӗкрехчӗ! тесе те пӑхнӑ. — Ку Левитан, — пысӑк ҫын пек те тиркешнӗн каласа хучӗ Катя. Ӗҫлет!.. Вӑл Дубковпа тата Володьӑпа питӗ туслӑ пек туйӑнать пулин те, вӗсем теплерен кӑна ҫыхӑнса кайни паллӑ. — Хӑйӑ ҫуттипе пурӑнма хӑнӑхман пулӗ-ха эсир, — терӗ вӑл мӑкӑртатса. — Хунарпа самаях ак. — Мӗнле япаласем вара? Этем самантсерен ӳссе пынӑ; тӳпене ҫитиех тӑсӑлса, вӑл хӑйӗн тӗксӗм аллисене шур пӗлӗтсем хушшине чиксе янӑ, вӗсене таткала-таткала, хӑрушшӑн ҫапла кӑшкӑрнӑ: — «Мӗншӗн этеме ҫутӑ панӑ? Унӑн ҫулӗ питӗрӗннӗ, турӑ ӑна сӗмлӗхпе хупӑрланӑ…» — тенӗ. Юлашкинчен пуҫ рота ҫинех пырса тӑрӑнать — пӑтрашу, ҫуйхашу, йӗркесӗрлӗх. Сасси те ман чӗрене тем те калать! Эсӗ цыганка мар-и? Унтан эпӗ, Лаггнегга ҫитсе, Лаггнеггран карап ҫине ларса хамӑн тӑван ҫӗршыв ҫыннисем суту-илӳ тӑвакан Японие ҫитни ҫинчен каласа патӑм. — Мӗскер сана!? Эсир мӗншӗн колхоза хирӗҫ тӑнине, хӑвӑр пуҫӑра та, ҫынсене те мӗншӗн минретнине, халех калатӑп. Тӗттӗмленчӗ. Океан тӑвӑл хыҫҫӑн тикӗсленсе юлнӑ пек, ҫӗр ҫийӗ кайнӑҫемӗн тикӗсленсе пырать. Юлашки сӑртсем хыҫала юлчӗҫ, малалла пур ҫӗрте те пӗр евӗрлӗ улӑх йӗри-тавра сарӑлса выртать. — Мстислав Сергеевич, асӑрханарах, вӑл пире тытать те хаплаттарать мӗнпе те пулин. Пехиллӗх илнӗ вӑхӑтра Пӑван пуҫне тайрӗ, унтан майӗпен алӑк патне утрӗ. Женя, пуҫне чикерех тытса, никӗл чейник цилиндрӗ ҫине пӑхрӗ те хӑйӗн сӑнне курчӗ. Суд ӑҫта пулать: Бризигеллӑра-и е Равеннара-и? Пӗрисем вӑраххӑн, васкамасӑр утаҫҫӗ, теприсем утнӑ ҫӗртех кӗрӗкӗсене васкавлӑн тӳмелесе пыраҫҫӗ. Чӑнахах та кӑштах вӗриленсе ӳкрӗм, тата, сана тӳррипе каласан, эпӗ пит сывах та мар, вырӑн ҫинчен тӑраймасӑр выртатӑп. Хлебников салтак ун патне кӗрессе кӗчӗ, анчах иккӗмӗш хут аса илтернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ. Туннель тӳпемӗнчи тусанлӑ хунарсенчен хӑшӗ-пӗри ҫеҫ ҫунать. Вӑл сӑмахлама юратакан ҫын мар. Ученый хӑй умӗнче уҫӑлса выртакан ҫутҫанталӑк кӗнекине каҫса кайсах сӑнать; вулама пӗлекен валли вӑл кӗнеке ҫинче питӗ нумай интерессем пур теҫҫӗ. Чӳречине уҫса кӑна яр — вӗсен турачӗсем тӳрех пӳлӗмелле кӗреҫҫӗ. Халь ӗнтӗ эпӗ кӑтра мар, Нина Дмитриевна юратас ҫук ӗнтӗ мана!» тенӗнех туйӑнчӗ вӑл. Стенасем ҫинче пӳр ҫӗрте те пӗлтерӳсем ялкӑшаҫҫӗ. Пысӑккисем те, пӗчӗккисем те, шуррисем те, саррисем те, хӗрлисем те, пичетленисем те, алпа ҫырнисем те пур, вӗсенчен пурин ҫине те: «Сывӑ пултӑр революци!» тесе ҫырнӑ. Авланнӑ-и? Эпир ҫӑлас текен тыткӑнри ҫын — Грант капитан мар, пирӗн патшалӑх ҫыннисенчен пӗри. Сӑмах та ҫук, айӑккипе иртсе пыракан «Пальмира» вӗсене хӑйпе илмен пулсан, нимӗнсӗр тӑрса юлнӑ асаплӑ ҫынсем нушаланса вилсе выртатчӗҫ. Хӑйсене пысӑка хуракан ҫынсем ҫеҫ именчӗк пулаҫҫӗ. Хӑш чух вӑл кӗнекесенчен темскер уйрӑм хут ҫине ҫырса илетчӗ, унтан ӑна та пытаратчӗ… Тавӑраймастӑн. Тавӑраймастӑн!.. Эпӗ ҫавӑнтах шӑтӑк патне кайрӑм та, хунара уҫса ҫип вӗҫне алла илтӗм. — Чӑн та, пӗчӗкрех аванмарлӑх пур… эсӗ тӗрӗс чухларӑн, Олеся… Вӑл хуҫисем килти ҫинчен калама е пӗлмест, е каласшӑн пулмарӗ, мана малти тӗттӗм пӳлӗмре пӗччен тӑратса хӑварса, татах та тӗттӗмрех коридоралла чупса кӗчӗ. — Ӑна та шӑлса пӑрахатӑп, — мухтанса илчӗ тир тӑвакан, анчах выляса ячӗ. Половцев ҫыхса пӑрахнӑ кил хуҫи арӑмӗ патне Тимофея тӑратса хӑварчӗ, хӑй, сап чирӗпе чирлӗ лаша пек хӑрӑлтатса, хашкаса, алкумне тухрӗ. Эсӗ лар, эпӗ халех пушанатӑп. Мӗнле те пулсан йӑваш ҫӑмламас йыт аҫине ярса тытатӑп та акӑ ҫӑмне ҫаратса илетӗп, вара ревматизьмӑ каллех таҫта кайса ҫухалать! Вӗсем хыҫӑнче киргиз ҫеҫенхирӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, Хӗвел, планетӑсем тата ҫӑлтӑрсем пӗтӗмпех Ҫӗр тавра ҫаврӑнаҫҫӗ имӗш. — А-ох! — ассӑн сывласа ячӗ те еврейка таҫта ҫӳлелле пӑхрӗ. Пурте, Пантелейсӗр пуҫне, хуран тавра ларчӗҫ те кашӑкӗсене вылятма пуҫларӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, урӑх ҫӗршывсене хӑйсен аллине туртса илекен государствӑсен тӗрӗслӗхӗ пирки эпӗ иккӗленсе тӑратӑп. Анчах каҫ пулать те, эпӗ, хама хам ытларан ытларах хӑюсӑр, килпетсӗр те тавҫӑрусӑр пек туйса, ун ҫывӑхӗнчи лутра та хӑйтӑк-хайтӑк сак ҫинче вӑрахчен эрлӗккӗн вӗчӗхсе ларатӑп вара. — Ну, ачам, мӗн пӗлнине каласа кӑтарт, эпир никама та каламастпӑр… нихҫан та… — Камсем пире тӗрлӗ халӑх туса пайланӑ, кам пире хамӑр тӑвансен юнне юхтарма хушать? Унӑн сӑмахӗ пурне те питӗ тӗлӗнтерчӗ пулмалла, ҫынсем шухӑша кайса, пуҫӗсене усса, ним чӗнмесӗр ларчӗҫ. Пичӗ тӑрӑх тар шӑпӑртатса юхма пуҫлать, вӑл вара, пӗтӗмпех халран кайса, каллех хӑй вырӑнне ларать. — Мӗн хӑраса ӳкрӗн тата? — терӗ вӑл тӗлӗнмелле лӑпкӑ сасӑпа. Унтан сасартӑк шухӑшлама тытӑнатӑн, — тен, чӑнлӑх вӗсем енче? Тен, Половцевпа ҫыхланса кайма та кирлӗ марччӗ пулӗ, хуллен колхозрах пӗр-икӗ ҫулне тӳссе ирттерсе ямаллаччӗ? — Пӑхас килет пулсан, пӑхса тӑрӑр эппин. Том ҫӑра вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ, сукмаксӑр-мӗнсӗрехвӑл чи чӑтлӑх ҫӗре пырса кӗчӗ те лӑстӑркка юман айне мӑк ҫине ларчӗ. Йӗрӗсем тӑрӑх паллӑ: тилӗ йывӑҫ тавра чупкаланӑ, пӗрре ларнӑ, унтан каллех утса ҫӳренӗ. Эпӗ Лавров ветеринартан мана ҫав кӗнекене тупса пама ыйтрӑм, анчах вӑл мана ним шанчӑксӑр каларӗ: — Э, ҫук, аттеҫӗм, ан кӗтӗр! Марьяна пит-куҫӗн лӑпкӑ сӑнарне те, сассине те улӑштармарӗ. Пӗлтерӳ иккӗмӗш эрне ахаль-махаль ҫакӑнса тӑрать. Алӑра ҫак тимӗр татӑккине тытса ҫӳресен, тен, эпӗ ҫав юнлӑ историн тупсӑмне кӑшт та пулин тупма пултармӑп-ши? Марьянӑн куҫӗсем те «мӗнешкел хитре эпӗ» тесе каланӑнах туйӑнчӗҫ. Пӳрте кӗмелли ҫӗре ҫитсен малтан пӗр алӑкне тӗртсе уҫрӑм, унтан тепӗрне те. Хытӑ чӗтресе илнипе Джемма аллинчен портрет тухса ӳкрӗ. Пӑван уксахласа пӗтӗм пӳлӗм тӑрӑх утса пычӗ те, портрета урайӗнчен илсе, Джеммӑна пачӗ. Вӑл хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫ пӗрчисене хӑлхи хыҫнелле ячӗ, ешӗл пахча ҫимӗҫлӗ карҫинккине тротуартан ҫӗклерӗ те урам урлӑ утса каҫрӗ. Юлашкине каласа пӗлтерме те кирлӗ мар… Ҫӑткӑнлӑх тата кӑсӑклӑх илӗртнипе-астарнипе унта тӗнчери мӗн пур халӑх пыра-пыра тулать. — Мана та утма питех мар. — Кайран кӑмӑлна килӗ. Астӑватӑп, иртнӗ ҫулта Романьяна кайсан, манӑн Монтанелли епархийӗнче пулма тӳрӗ килчӗ, унта эпӗ усал горецсем ӑна курасчӗ е унӑн тумтирне ҫеҫ сӗртӗнсе пӑхасчӗ тесе, ҫумӑр айӗнче епле тӑнине куртӑм. Мӗн кирлӗ сире пиртен?.. — Nedat, — терӗ ӑна хирӗҫ Ганс. Юлашки вӑхӑтра Муани-Лунга вутлӑ шыв, тӗрӗссипе каласан, хӑй ятне тӳрре кӑларманнине туйнӑ. Ҫынна тем пек кӳрентернӗ пулсан та, сирӗнтен ыйтмасӑр дуэль тума унӑн ирӗк ҫук эппин, майор Рингауд? — Телейлӗ пулӑр, — терӗ сунарҫӑ. Мӗнле лашасем пулччӑр унта! Тӗнчере чи мӗскӗн япала вӑл — халӑх ушкӑнӗ; ҫар та ҫавнашкал ушкӑнах: ҫынсем хӑйсенче хӑюлӑх тапса тӑнӑран мар ҫапӑҫӑва кӗреҫҫӗ, вӗсем хӑйсем ушкӑнпа нумаййӑн пулнӑран тата хӑйсене команда парса хистенӗрен хӑюланаҫҫӗ. — Начар… Инкек! — Мӗн! Вӑл лашана ҫитерме кӑкарса хумалли кабриэсто татӑкӗ пулнӑ, анчах халӗ кабриэсто урӑххишӗн кирлӗ пулса тӑнӑ. Пӗрремӗш бригада кӑвак хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинчи чи аякри лаптӑкра ӗҫлет. Эпӗ тӳрех, шухӑшласа-туса тӑмасӑр утрӑм, турра шантӑм — тен, пулӑшӗ вӑл мана йывӑр самантра, мӗн каламаллине систерӗ; темиҫе хут та асӑрханӑ-ха эпӗ; туррине хам чӑрмантарман чухне вӑл мана яланах кирлӗ сӑмах тупса параканччӗ. Марспа Хӗвел хушши 228 миллион километр, ку Ҫӗрпе Хӗвел хушшинчен пӗрре ҫурӑ хут ытларах пулать. — Мӗнле, тӑванӑм? — ыйтрӗ Хохол. Унтанпа нумай вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ: эпӗ санӑн чунӑнти пур вӑрттӑн кӗтессӳсене те пӗлсе ҫитрӗм те ӑнлантӑм… сана шанса тӑни кӑлӑхах пулчӗ иккен. Вӗсене те манпа чухне выртма хавасрах, мана та вӗсем патӗнче ҫӗр кӗскетме кӑмӑллӑ. Ҫитменнине тата ун урапин кустӑрми сӗт сутма тухнӑ ҫын урапи кустӑрминчен ҫакланса ларнӑ. Инсаров кайсан, вӑл чылайччен ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ. Анчах Раиса, суяс тӗлӗшпе яланах хастар пулнӑскер, пач та ҫухалса тӑмарӗ:— Юрий Алексеевич ҫаплах философилет акӑ, — терӗ шанӑҫлӑ сӗмсӗрлӗхпе. Пире ҫирӗп фактсем кирлӗ, калаҫура ҫавнашкаллисене ҫеҫ йышӑнма пултаратпӑр эпир, тӗлсӗр-йӗрсӗр лӑпӑртатни, ҫын ҫинчен фактсемсӗр сӳпӗлтетни — ниме тӑман ӗҫ вӑл. Унти хыҫсӑр саксене курпӑльсенчен ҫапса тунӑ, вӗсене аял енчен шӑтарса, ура вырӑнне пӗчӗк юпасем чиксе лартнӑ. Вӑл, пирӗн аннемӗр, тӑпӑрча ҫӗҫӗ мӗнле тыткалать, мӗнпур ҫӗре ҫавӑн пек ҫавӑрса хума пултарать, пӑх-ха! — Хам вӑя пуҫтарса, шыв патне ҫитес пулать. Вӑл Горевӑна Венӑри дворецсене кӑтартма ӗмӗтленет. Дворецсем музыкӑран ытларах асра юлаҫҫӗ, тесе шутлать вӑл. — Ыран эпӗ сан пата кӗрӗп, вара пӗрле кайӑпӑр, — терӗ вӑл, Павка енне пӑхса. Пурте вӗсем старик чӗннӗ ҫӗре чупса пынӑ. Патаксемпе тата хысаклӑ ҫӳхе чулсемпе вӗсем чӑх ҫӑмарти пек тӑм татӑкӗсем кӑларма тытӑннӑ. — Мӗн вара? — терӗ ӳсӗр ҫын, хӑйне паллӑсем парса хӗтӗртекен драгун капитанне куҫ хӗссе, — Кӑмӑл тумастӑр-им тата?.. Ҫуллахи садӑн аллейи тӑрӑх эпӗ хама хам туймасӑр вӗҫсе иртрӗм. — Чӑн та, эпӗ луччӗ вӗсене кунта кӗтсе пӑхам, — терӗ вӑл. Ҫынсене култарассишӗн пурӑнма кӑмӑл ҫук ман… — Хӑть мӗнле пулам, сана мӗн вара! — Вӑл суя! Пуҫларӑм вара ҫавӑн майла авӑрттарма. Тупа ту, каламастӑп тесе». Темле хӑюсӑртараххӑн тӑхӑнать вӑл сандалийӗсене, ҫара ӳчӗ ҫине ҫӳхе хитон пӗркесе ярать, ун ҫийӗпе виткӗҫ ывӑтать те, ҫӑра ҫинче мирра йӗрӗсем хӑварса, алӑка уҫать. Эпӗ хумсем ҫине ӳкнине сисрӗм; эпӗ вилӗмрен хӑтӑлнӑ пулсан, манӑн ӳтӗм чулсем ҫумне ҫапӑнса саланман пулсан, ҫакӑншӑн ӗнтӗ мана хӑйӗн вӑйлӑ аллипе сӗтӗрсе кӑларнӑ Ганса ҫеҫ тав тумалла. — Ҫитет, тӑванӑм, ан астар. Кашни утӑм тумассерен хӑрушланса пыракан йывӑрлӑхсене вӗсем ҫапах та ҫӗнтерсе пыраҫҫӗ. — Сид, эсӗ лӑпӑртатса кӑтартмарӑн-и? Камердинер вара хӑйӗн господинне хӑнасем йышӑнакан пӳлӗм урлӑ горничнӑй хӗр патне ҫавӑтса ҫитерчӗ; Ҫыру пирки пӗр сӑмах та ан пӗлтер. Эпӗ пур… эпӗ пур шутланӑ…» — Вӑл? — ним сассӑр пӑшӑлтатса илчӗ Марийка. Шур ҫырли аврисемпе мӑксем кӑштӑртатасран хӑраса, вӑл хуллен, сыхлансарах малалла утса кайрӗ. Мӗн тетӗн эсӗ? Ӗҫме парсамӑр… Лось куҫӗсене хупрӗ, чылай вӑхӑт иртсен тин чӗтревлӗ сасӑпа ыйтрӗ: — Вӑл та — тӗлӗк-и? Эх, чӑннине вӑл пит аван чухлать! Хӑв ҫумна хытӑрах пӑчӑрта мана… Малти пӳлӗмелле иртнӗ чух, Андрей пӳртумӗнче хӗрсем хӳхлесе йӗнине, кил хуҫи арӑмӗ кӑшкӑрнине тата Игнатенокӑн вӗсене ӳкӗтлесе лӑплантаракан сассине илтрӗ. Шӳт туса, савӑнӑҫлӑн калаҫкаласа, хуҫа вӗсене, вӗсем хуҫана улталама тӑрӑшатчӗҫ, хӑш чухне тата хыттӑнах тавлашатчӗҫ, анчах пуринчен ытларах пӗрле харӑссӑн савӑнса кулатчӗҫ. — Нумайӑшӗсем тимӗр тутӑхне куҫҫульпе хутӑштарса тӑваҫҫӗ, куна ахаль ҫынсем е хӗрарӑмсем ҫапла тӑваҫҫӗ, паллӑ ҫынсем вара хӑйсен юнӗпе ҫыраҫҫӗ. Хӗрӗ, хӑраса, икӗ пӳрнипе тытнӑ кӗпине вӗҫертрӗ те айӑпа кӗнӗ пек:— Ытла ҫу шӑрши кӗрет, — терӗ. Анчах епле пулсан та, манӑн ҫакна каламалла пулать: тӑвар ҫук пулсан та, апат япӑх та начар пулнӑ пулсан та, ҫак утрав ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ пӗрре те чирлемерӗм. Шыв шыраса Вентанран Гуамини сьеррине ҫитиччен Саликас кӳллисӗр пуҫне урӑх пӗр шыв та ҫук. Ҫуркуннеренпе. Литке тытса пыракан автомобиль ӑшӗнчен секретарьсем иккӗшӗ те тухрӗҫ. Гаврила, яка чултан тытӑнса, кимме хӳме ҫумӗпе шутарчӗ. — Джек, фала эс татрӑн пек тупӑнать-ха мана, — терӗ Геркулес куларах. Вӑл чӑнах та кирпӗч катӑкӗ илчӗ те, аллипе сулса мана хырӑмран печӗ, анчах эпӗ ӑна ответ париччен ун ҫине Кукушкин ҫӳлтен хурчка пек сиксе ларчӗ те, вӗсем ҫырманалла йӑванса анса кайрӗҫ, Кукушкин хыҫҫӑн Панков, Баринов, тимӗрҫ тата тепӗр вуна ҫын чупса пычӗҫ, вара Кузьмин ҫавӑнтах мӑннӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Эсӗ, Михайло Антонов, ӑслӑ ҫын, пӗлетӗн: пушар мужике ӑнран кӑларса ярать… Артур ҫаврӑнчӗ те Монтанеллие тӳрех куҫран пӑхрӗ. Уэлдон миссис ун ҫине ларма килӗшрӗ, пӗчӗк Джека аллипе тытрӗ, вара пурте ҫак йӳҫсе тӑракан шурлӑхран хӑвӑртрах тухма васкаса утрӗҫ. — Ҫук, лартман. Пирӗн тавра нимӗҫсем вӗт-ха! Лосьӑн шурӑ ҫӳҫӗ ҫӗкленнӗ. Вӑрансанах Савельича чӗнтӗм, анчах ун вырӑнне хам умӑмра Марья Ивановна курӑнса кайрӗ; унӑн ангел сасси пек сасси мана саламлать. Часах эпир пӗчӗк ҫутӑ ушкӑнӗ куртӑмӑр — ҫакӑ хула пулчӗ те ӗнтӗ — тӗттӗмре ун ҫывӑхӗнчен ӑнӑҫлах ишсе иртрӗмӗр. Ак сана халех икӗ пин (Бульба сӑран кошелёкран икӗ пин червонец кӑларса хучӗ), ыттине тавӑрӑнсан парӑп». Сывлӑх ҫук, тата аллӑмсем те ухмах. Грушницкий княжнана кӑна суйлать, ытти йӗкӗтсем те минутсерен ӑна суйлаҫҫӗ: ку ӗнтӗ мана хирӗҫ пӗр кавара килнине пӗлтерет; эппин лайӑхрах та-ха: унӑн манпа калаҫасси килӗ, ӑна чӑрмантараҫҫӗ, — апла унӑн манпа темӗн пек курса калаҫасси килекен пулать. Ҫак шухӑшсене, ӗнерхи кун пулсан, эпӗ таҫта аякалла сирсе янӑ пулӑттӑм, паян вӗсем маншӑн питех те вырнаҫуллӑ пек, туйӑнчӗҫ, калаҫмасӑр ҫав тери вӑрах кӗттерни маншӑн кулӑшла пек туйӑнчӗ те эпӗ хамӑн шухӑшсене каласа пама шут тытрӑм. Уэлдон миссиспа ыттисем — ун хыҫҫӑн. — Вӗсен ачисем пур-и? Ӑнланас пулать! — тесе хучӗ. — Халӗ ӗҫ! Ҫа chauffait cette nuit, n,est-ce pas? — тет кавалерист, калаҫӑва малалла тӑсас кӑмӑлпа, вилесем ҫинелле кӑтартса. Тӳрех, Вазуза леш енче вара, Мускав енче, пӗтӗм хӗвелтухӑҫ енчи пӗлӗте хӗретсе, ылтӑн тӗспе йӑлкӑшса, шурӑмпуҫ хӑпарать. Мӗнех-ха вара, сирӗн те ача пур, шӑпах майлашӑнать те. Вӑл ыйткаласа ҫӳретчӗ, вӑрлатчӗ, ҫынсене пусатчӗ, ҫапах та тӑранса пурӑнма пултараймарӗ! Давыдов ҫапла пӑлханса ӳкни, темле майпа-ҫке, Разметнов ҫине те куҫрӗ. — Ҫав ӗҫ халь пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тепӗр хут пулнӑ пулсан, эсир урӑхла тунӑ пулӑттӑр-и? — Хӗрес ялӗсем, Брехунов таврашӗсем пулатпӑр, — тенӗ Миките. Халь эпӗ час-часах хамран ҫапла ыйтатӑп: хӑҫан эпӗ лайӑхрах пулнӑ тата тӗрӗсрех шухӑшланӑ: этем ӑсӗ пурне те тума пултарнине ӗненнӗ чухне-и, е халь, аталану вӑйне шанми пулса, этем ӑсӗн вӑйӗ тата пӗлтерешӗ тӗлӗшпе иккӗленнӗ вӑхӑтра-и? — эпӗ ку ыйтӑва татса пама пултараймастӑп. Мулсем, ҫула шӑршпа хыпашласа пынӑ пек, пуҫӗсене ҫӗрелле пӗшкӗнтерсе асӑрхавлӑн пускаласа пыраҫҫӗ. Кунта вӗсем хӑйсен ӳчӗсене вӑрҫӑ чухнехи пек сӑрланине васкаса ҫуса янӑ, — шывӗ вӗсен хӑйсемпе пӗрле пысӑк флягӑсенче пулнӑ, — хӑйсен мексиканец костюмӗсене йывӑҫ хӑвӑлӗ ӑшӗнчен вӑр-вар туртса кӑларнӑ, ҫавӑн пекех хыпаланса тумланнӑ, лашисем ҫине хӑпарса ларнӑ та Леона еннелле чуптарнӑ. Планетӑсем хушшинчи ҫулҫӳревҫӗсенчен кам та пулин ракета ӑшӗнчен Уйӑх ҫине уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ пулсан, ҫав ҫын самантрах вилнӗ пулӗччӗ. Унӑн ырхан та хыткан кӗлеткине, пӗчӗк сӑмсаллӑ шуранка сӑн-питне, именчӗк куллине тата яланах тинкерсе те тем кӗтсе пӑхакан, савӑнӑҫлӑ мар, анчах ырӑ куҫӗсене аса илсен, вӑл питӗ салхуланса кайрӗ, ун ӑшӗ вӑркама пуҫларӗ. — Ку пӗтӗмпех пустуй япала. Ун вӗҫӗнче, ҫӑра курӑк хушшинче, сӗвек стеналлӑ сӑрӑ, сивлек ҫурт ларать. Эпӗ сасартӑк питӗ вичкӗн куҫлӑ пулса кайрӑм, — е ку хама ҫеҫ ҫапла туйӑнатчӗ-и? Каяр-и катаччие? Эпӗ хам упӑшкам куҫӗсенчен пӑхма хӑяйман, ҫав тӗнчере ҫук питӗ ырӑ та питӗ лайӑх ҫынна. Ку шӑпах леш, хӑйӗн тирпейсӗрлӗхне пула начар кӑкарнипе сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ каронадӑн канонирӗ, мӗнпур инкекшӗн айӑплӑ ҫын пулчӗ. Ӳстерӗнчӗклӗн, тармаклӑн кулса-ахӑлтатса, ушкӑнпаланах кӗпӗрленсе кӗчӗҫ вӗсем алӑксенчен. Негр пит салхун пӑхни Зеб Стумпа пушшех тӗлӗнтерсе янӑ. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ вара Огнянов. Иван Яковлевич шӑпланчӗ. Халлӗхе, хамӑр пуҫличчен — пирӗн ҫынсем нимле ырӑ мар ят-сӑмах та илтмелле мар». Кӑнтар енче — шыв тӑрӑх тӑвалла — горизонт патне ҫитиех вӑрмансем кӗпӗрленсе лараҫҫӗ, — ирхи тӳлек ҫутӑра вӗсем, хӑш-пӗр ҫӗрте, ҫутӑ пӑхӑр тӗслӗн тата кӗрхи парча пек йӑлкӑшаҫҫӗ. Аван мар пек туйӑнчӗ. Ӗнтӗ каласа парасах тесеттӗм, вара эсӗ: «Вӑт мӗнле ҫӑткӑн этем ку», — тейӗн тесе шутларӑм. Ҫапах та госпитальте ӗҫлекенсем — пурте, унӑн шефӗнчен, наукӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ тата Верховнӑй Совет депутачӗ пулса тӑракан ҫынтан пуҫласа хуть те хӑш сиделкӑпа гардеробщица таранах, — ҫав пур ывӑнса ҫитнӗ, хӑш чух ҫурри выҫӑ, ураран ӳкес пек ӗшеннӗ, нихҫан та ҫывӑрса тӑранайман ҫынсем пурте хӑйсен учрежденинчи йӗркесене ҫав тери ҫине тӑрса, ҫирӗппӗн тытса пынӑ. Анчах Нуи-Атуа хӑй сӑмахне каларӗ. Ку эскадрӑна фашистла империн чи ӑста лётчикӗсене пухнӑ пулнӑ, ӑна Геринг пӑхса тӑнӑ. Малтан эсир indies — индеецсем сӑмахӑн пайӗ терӗр, кайран вара вӑл indigens — туземецсем сӑмахӑн пайӗ пулса тӑчӗ-и? Пурте хатӗр-и? Ку кӑна та мар-ха… — Мӗн тата, ывӑлӑм? Халӗ эпӗ вулакана ҫак ҫӗршыв ҫинчен, тӗрӗсрех каласан, хам пӑхса ҫӳренӗ пайӗ ҫинчен ҫырса пӗлтерме шутлатӑп. — Эпӗ ниҫта та тарма пултарайман утрав ҫине килсе, эсир мана хӑвӑрпа пӗрле илме пултаратӑр. Пӗрре эпӗр, пӗр вунӑ офицер, Силвио патӗнче апат турӑмӑр. — Паллӑ ӗнтӗ: вылямаллисем. Сулӑ ҫинче, акӑ, ҫӳп-ҫап, лапра выртать; хӑйӗн юлташӗнчен кулакан, ун чысне варалама пӑхакан ҫын та ҫӳп-ҫапах, ҫавӑн пек ҫын та чыссӑр. — Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ-и? Ним чухлӗ те! — Кашнине пӗрер пӑшал парӑр. Тӗн вӗрентӗвне те ҫавнашкал лупассенчех итлеҫҫӗ, вӗсем кӑшт пысӑкрах кӑна, халӑх вӗсенче ҫапса хӗснӗ пек тулли. Протез чул ҫинчен чул ҫине шӑвать. Горева хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн ытти ҫывӑх ҫыннисене те аса илчӗ, вӑл вӗсене инҫетрен кулса саламларӗ. Вилнӗ ҫынпа ҫывӑх пулнисем хӑйсене пуҫран та кӑкӑртан ҫапаҫҫӗ. Ирхине мундирлӗ господасем кӗре-кӗре ӑна темшӗн саламларӗҫ. Колопёр мӗнле пурӑнать? Пидсышок мӗнле пурӑнать?» Ӑҫта кайса ҫухалтӑр-ха, сӑмахран, унӑн кӗсри? Ылтӑн тӗрӗллӗ хӑмӑр шпалер ҫыпӑҫтарнӑ стенасем ҫумӗпе ахаль чухнехи пекех тирпейсӗр лартса тухнӑ хаклӑ йышши йывӑр мебель тӑнӑ. Одинцов ӑна хӑй пурӑннӑ чухнех Мускавран хӑйӗн тусӗ, комиссионер, эрех сутӑҫи пулнӑ ҫын урлӑ туяннӑ пулнӑ. Варринчи диван тӗлӗнче шурӑ ҫӳҫлӗ ҫӑмламас арҫын сӑнӗ ҫакӑнса тӑнӑ, вӑл хӑнасем ҫине килӗштермесӗр пӑхнӑн курӑннӑ. Перетӗп вӗт… Каятӑп. Станицӑна кайса килме ҫул кӗске мар вӗт! — юриех кӑмӑллӑн калаҫрӗ вӑл, Давыдов алӑк патнелле тайкаланса утса пынине сӑнаса. Анчах пулас кӗрӗвӗ саламатне паттӑрла сулкаласа пынине, хӑй вара урисене аран-аран ылмаштарса утнине курсан, вӑл хӑй ӑшӗнче кулса та илчӗ пулӗ-ха… Хӗвел хӑпарса ҫитмен-ха, унӑн ҫутӑ пайӑркисем сӑрт тӑррисемпе тинӗсӗн инҫетри хӗррисенче ҫеҫ йӑлтӑртатаҫҫӗ-ха. Ҫак сӑмахсене илтсен, пурте: ытти ачасем пекех пурне те пӗлесшӗн ҫунакан пӗчӗк Джек, аякра курӑнакан типҫӗре ҫитни хӑйӗн терчӗсене пӗтерӗ тесе шанакан Уэлдон миссис, хӑйсен ҫӗрне ҫитесшӗн ҫунакан Томпа ун юлташӗсем, хӑйӗн коллекцине ҫӗнӗ хурт-кӑпшанкӑпа пуянлатма ӗмӗтленекен Бенедикт пичче — пурте палуба ҫине чупса тухрӗҫ. Этем чунӗ ӑҫта? Ҫӑра вӗтлӗхре темӗн чӑштӑртатнӑн туйӑнчӗ вӗсене; ҫулҫӑ хускалса илнӗ пек курӑнчӗ. Джимпа иксӗмӗр те кӑшт тавҫӑрма тытӑнтӑмӑр. Пуш калаҫӑва килӗштерменскер, вӑл, яланхи евӗрех, манран эпӗ ӑҫта тата мӗнле аташса ҫӳрени пирки пӗр сӑмах та ыйтмарӗ. Кӑшт маларахра, сӑртлӑх леш енче, унта та кунта, тӗтӗм мӑкӑрланать. Сергей, ҫав тӗркӗшӳ ҫине чылайччен тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑскер, старике аяккинчен кӑшт тӗксе илчӗ. Ирӗклӗн ҫӳреме пултаракан Дик хӑйсем хушшинчи аллӑ утӑма майӗпен кӗскетме шут тытрӗ. Зеб ӑссӑр ҫывна тепӗр хут ярса илсе, йывӑҫ патӗнчен сӗтӗрсе кайнӑ. — Евгений! — хӑранӑ пекех мӑкӑртатрӗ Аркадий: — нумай пулать-и вӑл килни? Эпӗ ҫу каҫа пит тӗрекленсе карӑм, хамӑн тантӑшсемпе Людмила епле пурӑннипе интересленме пӑрахса, вӑрманта ҫӳресе ҫынсенчен ютшӑнма пуҫларӑм, — Людмила мана йӑлӑхтаракан ӑслӑ хӗрача пек туйӑнатчӗ… — Вӗсем иккӗш те пӑшӑлтатаҫҫӗ, — ним пӑлханмасӑр каланӑ Смолин. Ҫук, ҫук, ҫук! Кам пулма пултарать-ха ку? Ӑна кунта пӗлеҫҫӗ. «Темле чудак ку! Вӗсем пурте шӑршлӑ грингосем, пурте ултавҫӑсем. Пурте патша йӗри-тавра пуҫтарӑнчӗҫ. Мана ку пачах кирлӗ мар! Эсир халь хӑвӑрах куртӑр ӗнтӗ, пичетлемесен юрамасть. Тата часах ҫӗрлехи кӗлле кӗме чан ҫапаҫҫӗ… — тетчӗ. Ҫапла мар теме хӑятӑн-и ҫакӑн хыҫҫӑн та? — ыйтрӗ Огнянов, студент енне тарӑхса пӑхса. — Анчах ҫакна та пулин каласа парӑр, — терӗм эпӗ, — халӗ миҫе сехет, тата хӑш число? Луиза… Вӑл ят Зеб Стумпа тӗлӗнтермен. Ҫак сочиненине пичетлесе кӑларса, хӑй мӗнле тӗллев лартни. — Персе пӑрахсан тата? — терӗ хӗрарӑм, кӑртах сиксе илсе. Илья Артамонов хӑйӗн ӗҫне вӑйлатма, ҫирӗплетме сав тери хытӑ васкарӗ, ҫакӑ вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗ нумая пырас ҫуккине сиснӗ пек туйӑнчӗ. — Вӑл, ваше благороди, ун тутине кулӑшӑн цыгаркӑпа тӗртрӗ, леш те ухмахах мар мӗн, янӑ та илнӗ… Пиҫӗлӗх, йӗрӗлӗх пулнӑ ман… Хӑйӗн ӑсӗпе вӑл ӗнтӗ яланлӑхах этем шутӗнчен тухса ӳкнӗ, ним усӑсӑр фурштата тултарса тӑракан ҫын ҫеҫ пулнӑ; пурнӑҫ ӑна йӗнер ҫинчен ҫӗклесе ывӑтнӑ та тек нихҫан та ура ҫине тӑрайми рыцарь ҫеҫ туса хунӑ. — «Ришмон». — Ҫавӑн пекех хӗҫпӑшалланнӑ. — Пӗтӗм кӑнтӑр кӗллине пӑсса пӑрахрӑн эс капла! Кун пек ишни ним чухлӗ те ывӑнтармасть, ҫапах та хӑрушлӑх пӗтрӗ теме ҫук. Вӗсем пире тумтирсем тата апат-ҫимӗҫ пачӗҫ. Хӑйне тӑван стихийӑран кӑларма тытӑннине сиссен, акула чӗтренсе ҫатӑлтатма пикенчӗ. Анчах вӑл матроссене шиклентермерӗ; вӗсем часах акулӑн хӳрине вилтӳ тӑхӑнтартса илсе, ӑна ҫатӑлтатма чарчӗҫ. Ну, мӗн сӑмсуна пӑркалатӑн? Эсӗ, Павел Андреич, кам ҫинчен каланине ан ман! — тесе мӑкӑртатса илчӗ кассир. Ман пата вӗсем пурте ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсемпе ҫав тери хуйха ӳкнӗ ҫынсем пек пырса кӗчӗҫ. — Чӑнах та… куна мӗнле тумаллине пӗлместӗп эпӗ? — мӑкӑртатса илчӗ Санин. Ҫанталӑк ытла ӑшӑ пулнипе корма енчи кантӑка уҫнӑ. Уйӑх ҫути йӑрӑмӗ карап хыҫӗнче выртать. Пӗрин ҫинче, килте ӳкернӗ, сарӑхнипе палӑрми пула пуҫланӑ карточка ҫинче, ҫуллахи чечеклӗ ҫаран ҫинче ним ҫинчен шухӑшламасӑр, кӑмӑллӑн кулса ларакан хӗре аран уйӑрса илме май килчӗ. Николай Петрович халь те ҫамкине сӑтӑрма чарӑнман аллин пӳрнисем хушшипе ывӑлӗ ҫине пӑхрӗ те — унӑн чӗри ыратса кайрӗ… — Мӗнпе вилчӗ вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ сӑра тӑваканӑн арӑмӗнчен. Вӑл Ривэрӑн пуҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Апла пулсан, хӑҫан уҫӑлса ҫӳремелле, уроксене хӑҫан хатӗрлемелле? Пурте ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Тупата, ҫав сӑмахсене сирӗн каялла илмелле пулса тӑрӗ-ха, ҫакна сире Кентуккирен килнӗ Зеб Стумп калать. Унсӑрӑн ӑна — труба. Ҫакӑ Фомана яланах хӑратнӑ. Козельцова 9-мӗш рота блиндажа вырӑнаҫнӑ терӗҫ. Вӑл вӑрӑм блиндажа кӗчӗ. Кӗнӗ ҫӗрте алӑк-мӗн ҫук. Тубянскире те, хамӑн станицӑра та казаксем восстани тапратма килӗшмен. Хуҫасем ҫын ҫинчен сӑмахланисене итлесен, яланах атӑ-пушмак сутакан магазин аса килетчӗ — унта ҫавӑн пекех калаҫатчӗҫ. Ӗлӗк Антипӑн ҫаврака лайӑх ҫуртчӗ, халӗ вара саманран тунӑ пӗчӗк пӳртре пурӑнать. «Ак эпӗ сире! — кӑшкӑрать ҫӳлтен тӗреклӗ полковник: «пурсӑра та ҫыхса пӑрахатӑп! Унтан аякра-аякра тӑсмак сулӑ курӑнса каять, ун ҫинче пӗр-пӗр услапӗ вутӑ ҫурать — сулӑ ҫинче яланах вутӑ ҫураҫҫӗ — сулмаклӑн аялалла анакан пуртӑ ялкӑшса илет, унӑн сасси хӑй тепӗр хут ҫӳлелле ҫӗкленсен тин илтӗнет, шыв ҫинче сасӑ час ҫитмест. Хӑвӑртлӑхне чакармасӑр-тумасӑрах, машина сасартӑк ҫул аяккинелле пӑрӑнчӗ. Чиркӳсем те пур-и? — тетчӗҫ. Микитен пӗртте каясси килмен, анчах вӑл тахҫантанпах ҫын ирӗкӗпе, ҫынсене итлесе пурӑнма вӗреннӗ. Эпӗ казак шухӑшне хирӗҫ каласа тӑмарӑм, унпа пӗрле комендант ҫуртне кайрӑм, ҫул тӑршшӗпех Пугачевпа мӗнле тӗл пулса, ку курнӑҫу мӗнле пӗтесси ҫинчен шухӑшласа пытӑм. Мӗн каларӑм-ха: мухтав турра, тесе. Вилнӗ ҫынсем вара шарламаҫҫӗ, вӗсенчен хӑрамалли ҫук, йӗкӗт!.. Кам килӗшет — алӑ ҫӗклеме ыйтатӑп. — Нимӗн тесе те шухӑшламастӑп, тытап та тӑхӑнтартса ярап пуҫӗнчен, — енчен вӑл шурӑ ҫын мар пулсан, паллах. — Манӑн пӗр пин кӗсреллӗ кӗтӳ пулнӑ пулсан, — терӗ Азамат, — пӗр Карагезшӑнах пӗтӗмпе сана панӑ пулӑттам. Ура ҫинче тӑракан амӑшӗ сасартӑк кӑртах сиксе сулӑнса кайрӗ, пукан ҫине ларса шӑппӑн ыйтрӗ: — Тен, Паша вӑл? — Печорин, — терӗ Грушницкий. Вара Макар, ҫапла выртнӑ халлӗнех, хыттӑн:— Вилӗм енне питӳпе ҫаврӑн, ҫӗлен! — терӗ. Халӗ сан куҫ сӑнчӑрланӑ йытӑ аҫинни пекех усал. Пачӑшкӑ библин пӗр пайне вуланӑ хыҫҫӑн пӗр майлӑ сӗрлекен сасӑпа питех кичем калаҫу тапратрӗ. Вӑл ӗмӗрех ҫунакан вут ҫинчен тата вӗресе тӑракан кӳкӗрт ҫинчен калаҫрӗ пулсан та, нумайӑшӗ часах сӗнксе тӗлӗрсе ларма тытӑнчӗҫ. Ӗмӗрех ырӑ курса савӑнса пурӑнмашкӑн суйласа илнисен хисепӗ ытла та сахал пулнӑ пекле, ҫав сӑваплисен питех пӗчӗк ушкӑнне ҫӑлма та кирлӗ мар тенӗнех янрарӗ проповедь. Ковалев урисем ҫинче те аран-аран тытӑнса тӑнине чухласа илчӗ; ҫапах та, хӑй сивчир тытнӑ чухнехи пекех чӗтренине пӑхмасӑр, господин каялла тухасса кӗтме шутларӗ. Вӑл ӗмӗрте пӗрре пӗрре ҫеҫ килет, ӑна пӗлсе пурӑнса ирттермелле, — нимӗн тӗлсӗр иртнӗ ҫулсемшӗн чӗрене ыраттарса ӳкӗнмелле ан пултӑр, иртнӗ кунсенчи йӗрӗнчӗк те вак ӗҫсем сана намӑслантарса ан ҫунтарччӑр, вилес умӗн санӑн: пӗтӗм пурӑнӑҫупа пӗтӗм вӑйна тӗнчери чи ырӑ ӗҫе — этемлӗхе ирӗке кӑларассишӗн кӗрешес ӗҫе патӑм — тесе калама тивӗҫ пултӑр. Monsieur! тесе кӑшкӑрса янӑ мӗскӗн. — Ку пулма пултарать, — терӗм эпӗ хӑюллӑн, — анчах ку ученӑйӑн ҫав тӗлӗнмелле япалана мӗн шутпа пытарса усрамалла-ши вара? — терӗм. Ялсовечӗн аслӑ пӳртӗнче, симӗс йывӑҫ-курӑкпа илемлетнӗ сӗтел ҫинче, ялсовет ялавӗпе витнӗ Гришутка выртать. Давыдов вилсен виҫҫӗмӗш кун ирхине Ростовран Шырланпуҫа крайри ОГПУ управленийӗнче ӗҫлекенсем килсе ҫитнӗ, вӗсем Разметнов персе вӗлернӗ, Островнов кил картинче выртакан ҫынна пӑхнӑ та вӑл тахҫанах шыракан преступник, ӗлӗк Ирӗклӗх ҫарӗнче подпоручик пулнӑ Лятьевский иккенне ҫӑмӑлах палласа илнӗ. Пӗр саккӑра е тӑххӑра ҫитнӗ ача шӑри-шари ҫухӑрашса шалти пӳлӗмрен терраса ҫине бомба пек вирхӗнсе тухрӗ. Вуникӗ ҫултаччӗ эпӗ. Ҫак хӑрушлӑхсем шухӑшра кӑна пулман; анчах вал вӑхӑтра, ҫав тери шывсӑр антӑхнӑ пирки, пире ҫӗр йӑтӑнса анассипе шыв тапса тухса путарас хӑрушлӑх та чарса тӑма пултарайман. Мана ҫав тери ырӑ… Ывӑлӗн кӑкӑрӗ ҫумне хӑйӗн типшӗм ӳт-пӗвепе ҫыпҫӑнчӗ, умлӑ-хыҫлӑн темиҫе хутчен чуптӑва-чуптӑва илсе телейлӗ куҫҫульпе йӗрсе ячӗ. — Пӗччен кӳпӗничченех ҫиес пулать. Шыв Хопрова тӑна кӗртрӗ. Пӑван ачана пукан ҫине лартрӗ, ун умне чӗркуҫленсе тӑчӗ те, унӑн ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирне хывса, суранне майӗпен ҫуса тасатрӗ, унтан хӑвӑрт ҫыхрӗ. Унӑн Игнатпа мӗн ӗлӗкрен ӗҫлӗ ҫыхӑну пынӑ, ҫавӑнпа та Фома ӑна, яштака хыр пек кӗрнеклӗ, пысӑк сухаллӑ, вӑрӑм алӑллӑ шурӑ старике, ӗлӗкех куркаланӑ. Акӑ халӗ те, ывӑлӗн ури сассине илтсе, янӑравсӑр, ватӑ сасӑпа:— Яша, эсӗ-и ку? — тесе ыйтрӗ. Халӗ, хӗвел унӑн калама ҫук таса пушмакӗсем ҫинче йӑлтӑртатса, унӑн кӑмӑллӑн кулакан питне ҫутатнӑ чухне, вӑл Мартиние ытла илемсӗрех мар, анчах тата мӑнкӑмӑллӑрах пек туйӑнчӗ. Унтан — пурте пӗр тикӗс мар, — ҫакӑ уйрӑмах паллӑ! Унӑн татӑклӑ мар ыйтусем пӗрре те ҫук. Матрос хӑйӗн ҫул-йӗрне лайӑххӑн пӗлсе тӑрать, ӑна итле-итле Павел та тӗрлӗ илемлӗ ятлӑ партисем: социалист-революционерсем, социал-демократсем, поляксен социалистла партийӗ тенисем пурте рабочисен хаяр тӑшманӗсем иккенне, пӗтӗм пуянсене хирӗҫ кӗрешекен пӗртен-пӗр революциллӗ ҫирӗп парти — вӑл большевиксен партийӗ иккенне ӑнланса иле пуҫларӗ. Йӗкӗтсем те хӑйсен шухӑшне каласа хунӑ ӗнтӗ: «ун пек хӗр ялта нихҫан та пулман, пулас та ҫук». Павел ӳкӗтлет ӑна: «Пӑрах, Николай! Унӑн сылтӑм енӗ кӗмӗлленсе ҫуталма пуҫларӗ, тепӗр енӗ тӗксӗмленет. Хамӑр умра хамӑрах айӑпа кӗтӗмӗр, урӑх нимле те мар. Ҫакна тума пӗтӗмпех эсӗ хӗтӗртрӗн, Устин, шуйттан пуҫӗ! Вара Ермолай, сӗм ҫӗрлене пӑхмасӑрах, хӑйӗн йыттипе пӗрле вӗтлӗх витӗр, шурлӑхсем урлӑ тухса каять, тен, леш Софрон ӑна хӑй патне картишне те кӗртмӗ, ӗнселесе кӑна ярӗ: ӗҫлӗ ҫынсене ан кансӗрлесе ҫӳре, тейӗ. Ҫак тӗлте хуҫа мана пӳлчӗ те, ҫавӑн чухлӗ ҫынсем пӗтернӗ хыҫҫӑн тата мана ҫав териех хӑрушлӑхсем кӗтсе тӑнӑ пулсан, эпӗ тӗрлӗ ҫӗршывсенчи ҫынсене мӗнле майпа ӳкӗтлесе тара тытма пултарни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Паганель ҫырса пӗтерчӗ те хутне алӑ пусма пачӗ. Вӗсем, чаплӑн, йӑла-йӗркене пӑхӑнса тата тӗрлерен сӑмахсем каласа, хӑма татӑккине стена ҫумнех алтса чикрӗҫ, — ҫапла хамӑр чӗлхесене ҫыхӑнтарса тӑракан сӑнчӑрсене ӗмӗрлӗхех ҫӑраҫҫипе питӗрсе хутӑмӑр, ҫӑраҫҫине таҫта инҫете-инҫетех ывӑтса ятӑмӑр, тесе шутларӗҫ вӗсем. Хӑнӑхнӑ йӑлана пула, Артур темиҫе хут сӑхсӑхса ура ҫине тӑчӗ. Унтан вӑл этемсем нумай пурӑнни ҫинчен акӑлчансен журналӗсем ҫинче ҫырнӑ примерсем илсе кӑтартнӑ, ҫавӑнтах тата ҫӗр ҫултан ытла пурӑнакансем пурте эрех ӗҫмен ҫынсем пулни ҫинчен, вӗсем хӗлле те, ҫулла та шурӑмпуҫпа пӗрлех ура ҫине тӑни ҫинчен калама тытӑннӑ. «Э! мӗн тетӗр? Эпӗ сана ахах пиҫиххи парнелӗп. Пулса иртнӗ ӗҫсем кӑна та мар. — Кӑна эпӗ пӗлетӗп. Эпӗ кайма хатӗрлентӗм, анчах вӑл мана тытса чарчӗ. Пурте пӗр канашлӑ пулманран ҫеҫ. Ҫавӑнти ҫынсем хушшинче приговорпа килӗшменнисем те пур. Эпӗ пӗррехинче Макара ҫавнашкал сӗнӳ патӑм та, вӑл ҫапла калать: «Капла эсӗ, айван старик, хуторти йытӑсен ҫуррине ҫакса пӗтеретӗн», тет. Ҫак вӑхӑтра эпӗ официантсен пӳлӗмӗнче калаҫса тӑракан аттепе Володьӑн сассисене илтрӗм. Ку минутра эпӗ аттене курасшӑн пулмарӑм, ҫавӑнпа алӑк патӗнчен пӑрӑнса кайрӑм; анчах Любочка килчӗ те атте мана хӑй патне чӗнни ҫинчен каларӗ. Артём кӳршӗ ялта тимӗрҫре ӗҫлет, вӑл мӑлатукпа шаккаса ҫимелли тупать. Эсӗ ҫамрӑк, ирӗклӗ… Ҫак каҫ пӗр Эвелинӑшӑн кӑна мар пӑшӑрхануллӑ пулнӑ иккен. Ну, тапранса кайрӑмӑр! Эпӗ пӗр хӗре пӗлетӗп, вӑл ҫав искусствӑна пит те аван вӗренсе ҫитнӗ. Атте ӑна маттур, терӗ, анне пилӗк тенкӗ укҫа пачӗ, манӑн ӑна пуҫ таяс килчӗ. Карап ҫак бухтӑна кӗрсе ҫур лигӑра яхӑн чарӑнчӗ те, ӗҫмелли шыв илме ҫыран ҫине пуш пичкесем тиенӗ шлюпка ячӗ. Ахӑртнех, карап ҫинчисем ҫак вырӑна аван пӗлнӗ пулмалла. Чулсем хушшинче выртнипе эпӗ шлюпкӑна вӑл ҫыран хӗррине ҫитсен тин асӑрхарӑм, ҫавӑнпа эпӗ хама пытанма урӑх вырӑн та тупма пултараймарӑм. Пӗвӗм ҫине кире пуканӗсем ҫакса янӑ пек. Паян Виктори провинцинче пилӗкҫӗр аллӑ пин ҫын шутланать. Монтанелли ним сӑмах каламасӑр тӑчӗ. Хӑҫанччен-ха капла? — ыйтрӗ вӑл. Мана вӗт питӗ ырӑ сан ҫумӑнта. Хлебников хутне кӗмешкӗн унӑн вӑйӗ юлманччӗ. Ман хуҫа эпӗ пысӑк тупӑш пама пултарнине курсан, мана патшалӑхри пур пысӑк хуласенче те кӑтартса ҫӳреме шут тытрӗ. Кӗтесре пӗр ҫӗклем улӑм выртать, ӑна михӗпе витнӗ. Ҫамрӑк тӑрна тӗмеске ҫинче тӑрать; сылтӑм ҫуначӗ унӑн ҫӗре ҫитиех усӑнса аннӑ. — Эпӗ, йӗкӗт, хам та мӑшкӑла тухрӑм ҫав, качакана пусса пӑрахрӑм… — йывӑррӑн хашлатса илчӗ Любишкин. Вӗсем малалла кайрӗҫ. — Ну, мӗн-ха вара, Шехерезада, пире хӑвӑр халапӑра ярса парӑр, — терӗ майор. Енчен ман вырӑнта Том мистер пулнӑ пулсан, эпир ӑна ирӗке кӑларнӑ пулсан, пирӗнтен хӑшне те пулин персе амантнӑ тейӗпӗр, ҫавӑн чух вӑл: «Атьӑр, мана ҫӑлӑр, аманнӑ ҫын валли тухтӑрсем-мӗнсем шыраса ан айкашӑр», — тесе калӗччӗ-и? Ҫаксем мана пурте тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ ыйхӑран вӑранасчӗ тесе, хам алсемпе аяксене чӗпӗткелеме пуҫларӑм. Воропаев ҫинчен калакан анкетӑри даннӑйсене Корытов хӑвӑрт, пӗр йӑнӑшсӑр каларӗ; леш вара секретарӗн тӑнӗ лайӑх пулнине аванах чухласа илчӗ. Разведчиксем, ӑҫта пынӑ унта тенӗ пек, тӑшман ҫине пыра-пыра тӑрӑнаҫҫӗ. Паллать-и вӑл Николай Антоныча? Эпӗ сахал ҫирӗм, хамӑн пая — ик-виҫ тумлам шыва сыпрӑм. Старик вилес патне ҫитрӗ. Пурте яхта ҫине тавӑрӑнчӗҫ. Ҫак кунхинех ҫула тухма хатӗрленсе Гленарван Айртонпа мӗн тӑвас пирки пурне те тума хушрӗ. Унтан мана икӗ алӑран та тытрӗ те пит ӑшшӑн каларӗ: — Ҫавӑн пек ирсӗр япаласене мӗн чул сахалтарах астуса пӑхӑн, саншӑн ҫавӑн чул лайӑхрах пулӗ… Гальмало тӑчӗ те кокардӑна хӗвне пытарчӗ. Кунта кашнин шухӑшне ним ултавсӑр куратӑн. Огарнов?.. «Тавтапуҫ ҫӳлти турра!» — терӗ вӑл сӑхсӑхса. Ҫак ачана вӗлермелле-и? — Шутласа пӑхӑр-ха, — терӗ Берсенев, ирӗксӗррӗн йӑл кулса, — пирӗн Инсаров ҫухалчӗ-ҫке. Акӑ эп хама аса илтем те… чӑн та ӗнтӗ, йӗтӗм пулсан та, чӗрем каллех, ӗлӗкхи пурнӑҫӑма аса илнипех, амаланса кайрӗ… Марс ҫинче климат хаяртарах, анчах чӗрчунсем миллиард ҫул хушши аталанса пынӑ майӑн ҫакна аванах хӑнӑхса ҫитме пултарнӑ. Кивӗ япала сутакансен лавккисем коронӑсемпе, митрӑсемпе, ылтӑнланӑ йывӑҫ скипетрсемпе, герб лилийӗсемпе, король дворецӗнче кирлӗ-кирлӗ мар япаласемпе тулнӑ; ҫаксем пурте вара монархи пӗтнине кӑтартаҫҫӗ. Ҫынсем нимӗн тума аптӑраса ӳкрӗҫ. Арестлеме губернири жандармсем килчӗҫ пулсан та, ку, паллах, Нестеренко ӗҫӗ, ҫапла вара унӑн арӑмӗ палӑрмаллах пире усӑ кӳмелле чирлет. Самант иртрӗ те… Джеммӑпа юнашар ларса калаҫнӑ чух ун тумтирне юратнине, ҫамрӑк ҫынсем каларӗшле «ун урисем патӗнче вилме» хатӗррине хӑй епле туйса илейменнине Санин ӑнланмарӗ. — Турӑ ҫине шанмалла тенине. — Кам? Вӑрҫӑччен вӑл питӗ лайӑхчӗ — ырӑ кӑмӑллӑччӗ, йӑвашчӗ, манӑн чи лайӑх тантӑшӑмччӗ… Эх, ача-тӑк ача! Ку вӑл Беренштейн фотограф-жудожникӑн ательи. Эпир тӑпра ӑшӗнче ылтӑн та кӗмӗл тултарнӑ, ҫурри ҫӗрнӗ арча тупсан, эсӗр мӗн калӑрши? Э? Ҫак туйӑмсем унӑн пурте пулнӑ, анчах та вӗсем унӑн ӑшӗнчи кӑна уҫӑмсӑр сисӗм-туйӑмсем пулнӑ; пичӗ ҫинчен хӗрлӗ тӗс каймарӗ, чӗри те тапрӗ. Чӑннипе илсен, пӑр катрамӗсем — ӑшӑ шывра ҫуркаланса, якалса кайнӑ пӗчӗк айсбергсем ҫеҫ ӗнтӗ, вӗсенчен чылайӑшӗ Атлантикӑра е Лӑпкӑ океанта хӑвӑрт ирӗлсе пӗтет. Вӑл кӑкшӑмран темӗнле выльӑх та ӗҫнӗ, каяшӗ ҫеҫ юлнӑ, ак эсӗ пур, ухмах, — вараланчӑк чӳлмеке куратӑн — турӑ вырӑнне хуратӑн! — Пирӗн пата та вӗҫсе ҫитрӗн иккен-ха? Пӑхма пынӑ ҫынсем тарӑхса кайрӗҫ те хыттӑнах ӳпкелеме тапратрӗҫ, ҫавӑнпа суд предсадателӗ те вӗсене хытӑ систерӳ турӗ. Ҫак вӑхӑтра каҫхи апат килсе пачӗҫ. Ҫил ҫинче кӑштах уҫӑлтӑм, халь ҫӑмӑл ӗнтӗ. Ҫитменнине, индеецсем халь вӑрҫӑ сукмакӗ ҫине тухнӑ, ун пек чухне вӗсем хӗвелтухӑҫ енчен те килсе тухма пултарнӑ. Ман пата делегаци килчӗ. Эстрада ҫинчен мӗн те пулин юрласа пама ыйтаҫҫӗ. Ун пек должность йышӑнма ман ӑс та ҫитес ҫук. Ху тата хутла пӗлетӗн! — Пӗлетӗп, анчах айӑпӗ унта мар-ха. Вӗсем пур граждансемшӗн те пӗртан суйлав прависем ҫинчен калаҫҫӗ, анчах ҫавӑнтах вӗсене пӗр вырӑнта пурӑнни-пурӑнманнине, е вӗренӳ ҫӳлӗшне е тата пурлӑх пысӑкӑшне кура та пӳлсе хураҫҫӗ. — Эпӗ ӗнтӗ 20 тенкӗ ытла ярса патӑм, выляса илетӗп — анчах нимӗн те илместӗп. Эпир камзолсене хыврӑмӑр, кӗпе ҫухисене йӳле ятӑмӑр, ҫанӑсене хул таранчченех тавӑртӑмӑр. Кашниех, шӑрӑхпа тата сехӗрленнипе хӗрсе кайнӑскер, хӑйӗн постӗнче тӑрать. «Ах, турӑҫӑм, ют ҫын килет! — кӑшкӑрса ячӗ хӑраса ӳкнӗ дьяк. — Мӗн тейӗҫ-ха ӗнтӗ мана, чиркӳ ҫыннине, ҫакӑн пек ҫӗрте курсан?.. — Чи малтанах служба пулмаллине пӗлместӗр-и-мӗн ҫак?.. Мӗнпе вара вӗсем, ҫав кӗленчесем? Манӑн вара ӗҫ тӑрать, чи хӗрӳ вӑхӑт, тем чухлӗ заказ илсе тултарнӑ. Сире пула, савнӑ чунӑм. Унта та ӑна сасӑ тивӗҫлӗхне тавӑрса паман, ҫапла вара, вӑл халичченех ҫав тивӗҫлӗхсӗр пурӑнать. Работниксене, чӑнах та, ӗҫрен кӑларса ячӗ ӗнтӗ… — Ну, апла пулсан, ӗҫ мӗнре тӑрать-ха вара? — Давыдов Нагульнова шӑтарасла пӑхса сӑнарӗ. Вӑл мана, яланхи пекех, ӑшшӑн та чыслӑн йышӑнчӗ. Марьянка ҫаплах виноград пухрӗ, анчах пӗрмаях хӑйсем патӗнче пурӑнакан ҫын ҫине пӑхкаларӗ. Унтанпа виҫӗ ҫул иртсен, эпӗ тепӗр карап ҫинче пытӑм, вара эпир ҫак утрава куртӑмӑр. Халлӗхе кимӗ юхӑма май пычӗ, ун хӑвӑртлӑхӗ, Дик Сэнд шутланӑ тӑрӑх, сахалтан та сехетре икӗ мильӑна яхӑн. Пахчасене те. Ку вӑл маншӑн килӗшӳллӗ пулмасть… Эпӗ чухлатӑп вӗт, чышкӑпа ҫынна вӗрентме ҫук! — Чимӗр-ха, халех калӑп… Паян кӗҫнерникун… пушӑ пулатӑп. Анчах ку — сӑмах май кӑна-ха вӑл, юлашкинчен эпӗ сана ҫакна калас теттӗм: пирӗн округра контриксем йӑшӑлтатма пуҫларӗҫ, кӳршӗсем патӗнче те, Сталинград облаҫӗнче, ҫавӑн пекех. Эсӗ тата, тӑмсай, антар аллуна! Елена сулӑнса кайрӗ. Унӑн шап-шурӑ аллисене пӗтӗмпех хӗҫ йӗннипе ҫапса сусӑрлатса пӗтернӗ. Вӑл киле хуп-хурах хуралса таврӑнчӗ. Куҫӗсем кӑна юлнӑччӗ… «Мӗнле ниҫта каймалли те ҫук? Куҫӗсем ун тармаклӑн та пӑлханчӑклӑн чупкаларӗҫ, ҫав вӑхӑтрах тата Ромашова хыпашласа тӗрӗсленӗ пек те пулчӗҫ: илтнӗ-и вӑл е ҫук-и? Лайӑх сысна! Вӗсем патне Вильсонпа Ольбинет та пычӗҫ, вара пиллӗкӗн пӗрле стена айӗнчи ҫӗре чавалама пикенчӗҫ. Джон кинжалпа чавать, ыттисем — алӑ айне кӗнӗ чулсемпе. Вӗсем чавнӑ чухне Мюльреди туземецсен кашни хусканӑвне асӑрхаса тӑрать. Ҫав чечексенех чӗрӗлӗх хӑвачӗ кӗртекен хӗвел ҫути кӑтарт-ха, вӗсен унччен малтан пытанса тӑнӑ ырӑ шӑрши пӗтӗм ҫутҫанталӑка техӗмлӗн сарӑлнӑ пулӗччӗ. Хӑҫан вӑл этемсен чӗринчен ҫӗкленӗ? Вӑл хумханнине тутисемпе аллисенченех пӗлме пулнӑ, Тетка унӑн сывлӑшӗ епле чӗтреннине те илтнӗ. Вӑл вӑхӑтра ҫак ҫырана тытса тӑракан португалсем вӗсене хаяррӑн йӗрленӗ. Сӗтелсемпе пукансем ҫинче картонсем, ещӗксем, тӗркесем… купаланса выртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ пек мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ. Симурден ҫинчен кӗскен: вӑл пурне те пӗлет, ҫав вӑхӑтрах нимӗн те пӗлмест теме пулӗччӗ. Анчах та хӗвелтухӑҫ ҫыранта чура илекен пит нумай, ҫавӑнпа чура сутуҫи вӗсене халех сутма шут тытрӗ. Ӗнер хӑш вӗлтӗренӗ пӗҫертрӗ-ха сана? Ку чӑрмав акӑ мӗн турӗ: унччен ним шухӑшсӑр, пӑшӑрханмасӑр ҫӳренӗ Василий Машӑна юратса пӑрахрӗ, улпут ҫуртӗнчи ҫӗвӗҫсем шутӗнчи кӗрен кӗпепе, ҫӳҫне помада сӗрсе ҫӳрекен ҫын епле юратма пултарать, ҫавӑн пек юрата пуҫларӗ. Пӗрре Баймакова унран интересленсе ыйтрӗ: — Кала-ха: эсӗ акӑ ҫын вӗлернӗ, вӑл сана тӗлӗкре курӑнмасть-и? Пӗлсех тӑратӑп, юрлама чарӑнсанах ҫав йытӑ мана хыпса ямалла… Пӗр сӑмах анчах: Мефф Поттер, Мефф Поттер, Мефф Поттер, теҫҫӗ. Суятӑн, ҫӗлен! Вӑл хӑй ӑссӗн ҫапла ӗмӗтленме те пуҫланӑ: «Юлашкинчен Луиза мана сиввӗн пӑхни вӑл юри ун пек хӑтланни ҫеҫ пулма пултарать» тенӗ. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн вӑл пӳлӗм варрине урисене тӑсса выртнӑ та, пӗтӗм кӗлеткинче канлӗх пуррине туйса, хӳрине вылятма пуҫланӑ. Нимӗҫсен хаярлӑхӗ ӳссех пынине сӑнаса, вӑл хӑйӗн резервисене тылра тытса усранӑ, тӑшманӑн ҫапӑҫӑва малтан кӗнӗ вӑйӗсен хевти чакасса кӗтнӗ. Санӑн туту-ҫӑвару мӗн хыпмаллине пӗлет иккен, — кулса ячӗ Куженков, кӑвакрах сухалӗн кӗске тӑпкине ывӑҫласа тытса. — Ӑнлантӑн-и ӗнтӗ, «иккӗмеш номер» ӑҫта?! — Питӗ лайӑх… — Кил кунта! — Эпӗ сирӗн полкӑн штаб начальникӗ — ку пӗрре. Вӗсем хура ҫулӑмпа ҫуннӑ, вӗсенче пӗр ҫӗре пухӑнса ҫитнӗ пысӑк тарӑху палӑрнӑ. — Вӑл тата, ҫара тунката, хӑйне ахалех, нимсӗрех вир парасса кӗтет иккен! — ҫиллине шӑнараймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Лапшинов арӑмӗ. Сире асӑрхаттарасси хамӑн тивӗҫӗм тесе шутлатӑп эпӗ. — Пире кӗтнӗ пулсан, Артур, питех те йӗркеллӗ… Анчах Широкогоров ӑна унта кайма кирлӗ марри ҫинчен, Городцовӑн ӗҫӗсене хӑех ӑнкарса илни ҫинчен каласа ӳкӗте кӗртрӗ. Ку кӗнекене эпӗ те юратрӑм. — Пур… Пӳртре часах йӗрке пулса тӑнӑ: турӑшсем, савӑт-сапасем тултарнӑ шкап, сӗтел, диван, кровать хыҫалти пӳлӗмре уйрӑм кӗтессем йышӑннӑ; кухньӑпа гостинӑйра — хуҫа тунӑ япаласем: темиҫе тӗслӗ тата темиҫе виҫеллӗ тупӑксем, траур шлепкисем, мантисем, факелсем ҫакмалли шкапсем вырнаҫнӑ. Гетманпа полковниксем Потоцкие — христиансен пур чиркӗвӗсене те тивмесӗр хӑваратӑп, халиччен вӑрҫса пураннине манатӑп, козаксен ҫарне ним тӗлӗшӗнчен те кӳрентерместӗп тесе тупа тутарчӗҫ те ирӗке яма килӗшрӗҫ. «Тӗлӗнмелле ҫын ку лекарь!» — терӗ тепӗр хут вӑл хӑйӗн ӑшӗнче. Унтан вӑл карӑнса илчӗ, ӑшшӑн кулса илчӗ, аллисене пуҫ хыҫнелле тытрӗ, унтан ухмахла ҫырнӑ французла романӑн пӗр-икӗ страници тӑрӑх куҫӗсемпе чупса тухрӗ, кӗнекене аллинчен ӳкерчӗ, вара таса та сивлекскер, шурӑ та тутлӑ шӑршӑллӑ тум тӑхӑннӑскер, ерипен ҫывӑрса кайрӗ. Кама хӑй кӗрешсе ҫӗнтерет — ӑна парне парать, хӑйне кам кӗрешсе ҫӗнтерет — ӑна вара, тата та ытларах парне парать те, тутаранах тытса чуптӑвать… Вӑл ӑнланма тивӗҫ! Пӗр Баймакова питӗнче кӑна тӗлӗнни палӑрман. Пулать, савнӑ чунӑмҫӑм, манӑн та туй пулатех: анчах дьяксем те пулмӗҫ вӑл туйра: пуп вырӑнне, ман ҫийӗмре ҫӑхан кӑранклатӗ; тӳрем хир пулӗ ман пӳртӗм; пӳрт ҫийӗ — кӑвак тӳпе пулӗ; хӑмӑр куҫӑмсене ӑмӑрткайӑк сӑхса кӑларӗ; козакӑн шӑммисене ҫумӑрсем ҫӑвӗҫ, ҫилсем типӗтӗҫ. Плантатор юлашки хут ывӑлне каҫхине апат хушшинче курнӑ, кайран вӑл ҫывӑрма кайнӑ пулӗ, тесе шутланӑ. Ӑна хыҫалтан персе вӗлернӗ. Шапа ман пуҫ тӑрринче тенкел ҫинчен тенкел ҫине сиккелесе хӑйӗн йӗрӗнчӗк лӑймакипе ман пит-куҫпа тумтире вараласа пӗтерчӗ. Ученӑйсем унӑн «Ӗлӗк-авалхи Германин судпа айӑплас ӗҫри хӑшпӗр прависен уйрӑмлӑхӗсем» тата «Хуласен цивилизаци, ыйтӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ» ятлӑ икӗ статьипе интересленчӗҫ; анчах шел, статьисене иккӗшнӗ те кӑштах йывӑр чӗлхепе ҫырнӑ тата ют ҫӗршыв сӑмахӗсене кӗртсе тултарнӑ. — Мӗнле? Чи хаклӑ ӗмӗт ун чухне ҫийӗнчех чӑнлӑх пулса тӑрӗ, вӑл вӗсем ҫине пӑхӗ, вӗсене аллисенчен тытӗ, вӗсен ачаш куллипе юррисене итлӗ, ҫакӑ вара тӗнчере пӗртен-пӗр хӗрарӑм — Шурочка патне чӑтмалла мар ҫунса ӑнтӑлнӑ хӗрӳ тапхӑрта ӑнланма ҫукла, анчах питӗ савӑк йӑпану пулӗ! — Ҫапла вӑт, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ Квакин, пӳрнисемпе стенана тӗрткелесе, — Тимка паллӑ туни ҫине суратӑп эпӗ, Тимкине хӑйне те ӗмӗрех хӗнетӗп… Танк вара хӑйӗн сулахай енчи гусениципе туппа та, аяккалла сиксе ӳкме ӗлкӗреймен артиллериста та таптаса тӑкса тупӑ окопӗнчен каялла ыткӑнса тухрӗ, хӑйпе пӗрле вӑл Озеров капитана ҫаклатса тухрӗ. Стойко пиччене вӑл укҫа партарса хӑтӑлнӑ пек тӑвасшӑнччӗ, кмет имӗш вӗсен хушшинче сӑмах пӗтерекенӗ пулмалла. Николайӑн шатраллӑ сӑн-пичӗ тӑрӑх кулӑ йӑлкӑшса иртрӗ, вӑл ялав ҫине пӑхса, аллине ун патнелле тӑсса, темскер мӑкӑртатрӗ, унтан сасартӑк ҫав аллипех Павел амӑшне мӑйран ыталарӗ те ӑна чуптуса илсе кулса ячӗ. Козак пӗлмӗн пӗр ремесла та пулман: вӑл эрех юхтарнӑ, урапа тунӑ, тар хатӗрленӗ, тимӗрҫӗпе слесарь ӗҫне тунӑ, кунсӑр пуҫне пуҫа ҫухатиччен ӗҫсе ҫинӗ, — вӑл ӗҫнӗ пек ӗҫме пӗр вырӑс ҫынни кӑна пултарать — ҫаксене вӑл пурне те ним те мар тунӑ. Комисси малашне ӗҫлесе татмалла кӗпе-тумтир е урана тӑхӑнмалли памалла тунисем, телейлисем, кӗлет умӗнчех хывӑнаҫҫӗ те кӑмӑллӑн эхлеткелесе, куҫӗсене ҫиҫтерсе, палӑрмаллах мар куллипе сӑн-пичӗсене ҫутӑлтарса, хӑйсен кивӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартса пӗтернӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпи-тумтирӗсене васкавлӑн пуҫтаркаласа хураҫҫӗ, ӳт курӑнман ҫӗнӗ кӗпе-тумтир тӑхӑнса яраҫҫӗ. — Эппин, эпӗ калам сана? — Священнике? Йӗри-тавра пульӑсем шӑхӑра-шӑхӑра иртеҫҫӗ пулин те, Андрей кӑвак чул куписем хыҫӗпе кӑшт ҫӗкленерех пӑхрӗ: пӳртре пулнӑ боецсем, ҫапӑҫма пултараканнисем, пурте урам еннелле тухакан чӳрече умӗнчи йывӑҫсем хушшинелле, пӗчӗкҫеҫ сарайнелле тата пахчаналла ыткӑнчӗҫ. Юра хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Акӑ вӑл! Каҫхи вӑйсӑр ҫил кӑвак курӑк тунисене чӳхентеретчӗ: ҫывӑхри ҫырма хыҫӗнче, курӑк тунисем пекех, мещен каччисемпе хӗрӗсен тӗксӗм кӗлеткисем тапранкалатчӗҫ. Каллех картиш тӑрӑх пӗр тӗлсӗр-палсӑр уткаласа ҫӗр каҫрӗ. — Юрӗ. — Хӑть ҫӗрле сӗтӗресчӗ! — ун майлӑ пулса халӑх хушшинчен кӑшкӑрчӗ тепри. Ан хуйхӑрӑр — тен сирӗн шӑлнуна нимех те пулман пулӗ-ха. Вӑл пӗр маншӑн ҫеҫ пур асапа та тӳсрӗ. Темиҫе ҫул иртсен, Троекуров, отставкӑна тухнӑ генерал-аншеф, хӑйӗн поместйине тавӑрӑннӑ; икӗ тус тӗл пулнӑ, пӗр-пӗрне курнипе савӑннӑ. — Ӑҫта ҫынсене хӑратма ман, сержант юлташ! — лӑпкӑн та хуйхӑллӑн тавӑрчӗ Умрихин. Уйӑхӑн кӗмӗл тӗслӗ дискӗ кӑн-кӑвак пӗлӗт ҫийӗпе ерипен шуса пынӑ. Мӗн кӑна тумарӑмӑр-ши эпир! — Вӗсем мана ҫав тери килӗшрӗҫ, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — уйрӑмах хӗрӗ. Халӗ халӑх савӑл евӗрлӗ пулса тӑчӗ, савӑлӑн шӗвӗр вӗҫӗ — Павел пулчӗ, унӑн пуҫӗ тӑрринче ӗҫхалӑхӗн ялавӗ хӗп-хӗрлӗн ҫунса тӑчӗ. Тепӗр тесен, урампа каретӑсем шутсӑр нумай тата питӗ васкавлӑн ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та сӑнаса илме те йывӑр; сӑнаса илсен те, чарма ниепле те май ҫук. Теҫетник чупса кайрӗ. Ӗҫпе пынӑ пек, вӗсем Майданников кил картине пырса кӗчӗҫ. — Веткин, юрлама килӗр! — юлташӗсен пуҫӗ урлӑ кӑшкӑрчӗ Осадчий. Ӑна ӗнтӗ халь ҫапла туйӑнчӗ: ҫак хӑйне пур енчен те хупӑрласа тӑракан вӑрӑмтунасем, тарланӑ пит тӑрӑх алӑ айӗнче ҫӑрӑлакан вӑрӑмтуна чусти пулман пулсан, ҫак пӗтӗм ӳт-тире канӑҫсӑррӑн кӗҫӗттерни пулмасан, кунти вӑрман уншӑн хӑйӗн йӑлине, хӑйӗн илемне ҫухатнӑ пулӗччӗ. Чӗрех-ши вӑл? Вӑл ҫав ҫӗрӗке пӗччен ҫӗнтереймест, унӑн хӑват ҫук. Эпӗ ҫаплах ӗненмерӗм-ха. — Ку сирӗн кӗнеке-и? «Охо, апла пулсан Рита гитарӑна та хирӗҫ мар-мӗн? — Паллах, мустангер ҫинчен. Ӑна салтӑнтарчӗҫ те наҫилкка ҫине хучӗҫ. Пӗр витре сивӗ шыв илсе килчӗҫ, тухтӑр ун суранне ҫуса тасатрӗ. Вӑл ҫавна тытма кайнӑ пулсан? Ҫавӑнпа Денни хӑйӗн мӗнпур техникипе усӑ курма пуҫланӑ. — Пӑшӑрханать, хӗрхенет. — Юрать! — тавӑрчӗ хохол, ура ҫине тӑрса. Ҫавӑнтах, вӑрманта, питӗ илемлӗ, чечексемпе тулса ларнӑ уҫланкӑ шыраса тупрӗ; утса виҫсе тухрӗ, васкаса чутлакаланӑ патаксемпе хӗррине икӗ тӗлте паллӑ турӗ, ещӗкрен пистолетсем илчӗ те, кукленсе ларса, пульӑсене кӗпҫесем ӑшне хурса шаккаса лартрӗ; пӗр сӑмахпа каласан, хӑйӗн тарласа кайнӑ питне шурӑ тутӑрпа пӗрмаях шӑла-шӑла, пӗтӗм вӑйран хыпаланса ӗҫлерӗ; унпа пӗрле ҫӳрекен Панталеоне шӑнса кайнӑ ҫын евӗрлӗ пулчӗ. — Щетка, щетка, — терӗ Санин тепӗр хут французла унтан тата нимӗҫле. — Халӗ куратӑп, ҫапла. Альтмансен ҫемйине, Иозеф герцога, философи докторне Либерсмута, Шенбрунти экскурсоводсене тата ытти тӗл пулма килнӗ ҫынсене аса илет те Горева, ҫавсем пурте, пӗр пек чирпе чирленӗ пек, калама ҫук пӗр евӗрлӗ. Гокинс юнга пулса пырать. Кунӑн акӑ вӗче шӑммипе сылтӑм алли ваннӑ. — Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, нивушлӗ эсӗ ҫав ӗҫе тытӑнса та пӑхасшӑн мар? Хӑранипе ҫеҫ ҫапла пулса кайрӗ вӑл манӑн, каҫ пулнӑ ҫӗре иртет ку. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл совет влаҫне хирӗҫ, ҫавӑнпа та вӑл кастарнӑ вӑкӑр пек кичем пурӑнать: пурнӑҫне туни те, мӗн тунипе ӳсӗрӗличчен савӑнни те ҫук унӑн, акӑ мӗне пула халӗ уншӑн Половцев хӑй арӑмӗнчен те ҫывӑхрах, тӑван ывӑлӗнчен те тӑванрах. Учитель васкамасӑр ҫӗлӗкне чӳрече ҫине, тетрачӗсене сӗтел ҫине хучӗ, хӑйӗн фракӗн хыҫалти аркисене икӗ аллипе тытса сарчӗ (ҫакна вӑл питӗ кирлӗ ӗҫ пек турӗ), вара, йывӑррӑн сывласа, хӑйӗн вырӑнне ларчӗ. Ҫак вӑхӑтра караван пуҫлӑхӗ Ибн-Хамис Алвишпа Коимбрӑна алӑ тытрӗ. Вӑл пӗрмаях ҫыру пирки калаҫать, ҫав ҫырӑва пула эсир хуйха ӳкесрен хӑрать. — Мӗн ҫавӑ? Ку хӑйне хӑех паллӑ. Ара эпир сана пӗтнӗ тесе шутланӑ-ҫке!.. Индеецсем — разбойниксем, ҫаратаҫҫӗ. Тупа тунӑ хыҫҫӑн вӗсем мана салтрӗҫ те кровать ҫумне ураран сӑнчӑрпа кӑкарса лартрӗҫ, алӑк умне авӑрланӑ пӑшалпа хурал тӑратрӗҫ, ӑна вара эпӗ ҫав сӑнчӑртан вӗҫерӗнме шутласанах мана персе вӗлерме хушнӑ. Пӗрре ҫӗрле, уйӑх ҫутти ҫутатнӑ чух, вӑл мана вӑратрӗ те хӑранипе чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе пӑхса:— Итле! — терӗ. Том хӑйӗн ӑшӗнче каллӗ-маллӗ улӑштармалла мар ҫиреп шут тытрӗ. — Кушак ҫын-и вара вӑл? Пӗр сехет каярах вӗсем вилес пек ҫапӑҫнӑ тесе шутлас та ҫук. Вулакана ҫавнашкал япала паратпӑр пулсан, ӑна малтанах хаяр чӗлхепе ҫырса хӑратса ямалла мар. — Наследниксем хӑйсемех тупӑнӗҫ. — Чунӑмҫӑм, эпӗ йӑлт манса кайнӑ, санӑн киле васкамалла-ҫке, — сасартӑк хыпаланса ӳкрӗ Олеся. Хушӑр мана! Ахальтен мар ӗнтӗ ӗлӗк казаксене айӑпа кӗрсен хулӑпа ҫаптарнӑ чух: «Ан тив… юнлантӑр, пуҫӗ ҫеҫ ӑслӑ пултӑр», — тетчӗҫ. Халех каҫару ыйт, — хушса хучӗ вӑл ҫирӗппӗн, хистевлӗ сасӑпа, Сен-Жером еннелле кӑтартса, — илтетӗн-и? — Пӗтӗмӗшпе илсен, лайӑх курӑнакан япала уйрӑммӑн илсен те, япӑх пулма пултараймасть, — хӑюсӑррӑн хирӗҫлерӗ вӑл, ҫак авторитетлӑ старикпе тавлашма пӗлмесӗр. Эпир тарҫӑ пӳрте мӗнле кӗрсе кайнине илтрӗмӗр; часах вӑл хапха патне каялла ҫитрӗ. Фома ашшӗн ҫамки ҫумне тутисемпе сӗртӗннӗ те, сехӗрленсе кайса, ҫавӑнтах тупӑк патӗнчен каялла ярса пуснӑ. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Гарри Гранта кӗтет вӑл, «Британи» ҫинче боцманра ӗҫлени те паллӑ, кун пирки сӑмах та пулма пултараймасть. Эпӗ ун ҫинчен аса илсенех манӑн чӗрем хӑраса тапма пуҫлать. Хӑй каланӑ тӑрӑх, Андрее вӑл чӑрӑш айӗнче выртнине курнӑ, — вилес патне ҫитнӗскер, Андрей юн юхтарса выртать имӗш. «Эпӗ мӗншӗн айӑплӑ вара? Тӗнчерен сывпуллашса уйрӑлнӑ пек, йывӑррӑн сывласа илчӗ те вӑл, сасартӑк хӑяккӑн ӳксе, ҫӗрелле усӑнса тӑракан хурлӑхан турачӗсене яра-яра илсе, кӑкӑрӗ патнелле туртма пуҫларӗ. — Эпӗ сантан лайӑхрах пӗлетӗп, — терӗ ӑна хирӗҫ Павӑл кулкаласа, а эпӗ ӑна пит те кӑмӑллӑнах мар. Эпӗ чӑнахах та вунтӑхӑр ҫулта-и вара? Эсир ҫинӗ-и? Пуля хӑйне тӗллесе янӑ ҫӗре кӗрсе ларман-и, тен; ӑҫта та пулин вӑрман чӑтлӑхӗнче ҫухалса кайнӑ пулӗ… «Господа, — терӗ вӗсене Силвио, — ӗҫсем ҫапла ҫаврӑнса килнипе, манӑн ку вырӑнтан халех тухса каймалла пулать; эпӗ паян каҫпа каятӑп; эсӗр юлашки хут ман пата апат тума пырасса шанатӑп», — терӗ. Эпӗ коммунист вӗт, ҫапла-и? Анчах та эпӗ ӑна-кӑна асра тытса тӑмарӑм, вӑл ҫеҫ мар, ҫак каҫ Кораблев та ухмаха тухнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Эпӗ ун чухне шухӑшламан та хам та ун пек таркӑн пулма пултарасси ҫинчен. Самойлов сухалне аллипе тытрӗ те, ҫӗрелле пӑхса, малалла каларӗ: — Акӑ мӗнле япала. Вӑл ун патне пынӑ чух Мазин чӳрече умӗнче кӗнеке вуласа, ҫав вӑхӑтрах сулахай аллипе сылтӑммине сиктерсе, пуҫ пӳрнине аяккалла чарса ларатчӗ. — Анчах эпӗ унӑн арӑмӗ пулатӑп. Ун вырӑнне, тен, эпӗ калаҫма пултарӑп. — Эсир мистер Гленарван арӑмӗ-и? — Эпӗ ыйтатӑп сирӗнтен: эсир ӑна ирӗке кӑларасшӑн-и? Ку мулкач тӑлӑпӗ Пугачева юлашкинчен шӳтлӗн мар, хытах ҫиллентерме пултарнӑ пулӗччӗ. Ялав патӗнче никам та ҫук. Вернер яланах хӑйӗн чирлӗ ҫыннисенчен вӑрттӑн тӑрӑхласа кулма юрататчӗ, анчах пӗрре пӗр вилекен салтак умӗнче вӑл епле куҫҫуль тӑкнине те куртӑм эпӗ… Ҫап-ҫамрӑк пулатчӗ вӗт. Вӗсем халь ҫурма ункӑ туса тӳрех Ле-Менкьене хирӗҫ майланса тӑчӗҫ. Вӑл вилӗмрен хӑрамасть-ха, ун умӗнче куҫне хупмӗ, анчах хӗрӗ мӗн курӗ? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласан, Вавжон турӑсӑр ҫеҫ мар, ӑссӑр та тӑрса юлнине туйрӗ. — Ӑҫта? Ҫук-ҫке? Кун — тӗксӗм. Мӗншӗн тесен мана ачаранпах: пурнӑҫра чи хакли, чи тӗппи — служба, унта хырӑм та тутӑ, тумӗ те лайӑх, — тесе ҫирӗплетнӗ ҫине-ҫинех, халӗ те мӗнпур ҫӗрте ҫапла калаҫҫӗ Философи, теҫҫӗ вӗсем, ниме тӑман япала, ку вӑл ӗҫсӗр аптӑранисемпе тӑрӑшуллӑ амӑшӗ еткерлӗх хӑварнисемшӗн ҫеҫ аван. Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпе ирӗкре тула тухма хӑнӑхнӑ, мана йӗри-тавра ҫил вӗрсе тӑтӑр! — Вӑт, ку лайӑх вара! — юриех шӳт тунӑ пек кулса каларӗ Давыдов. Ун хыҫҫӑн иккӗмӗшӗ ҫитрӗ, унтан — виҫҫӗмӗшӗ. Тен, санӑн пӗтӗм пӳ-си хӗрелет! Куна питӗ ӑслӑ шутласа тупнӑ. — А эс ӑҫталла, мерзавец! — паллӑ князь умӗнче ыр ятлӑ пулас шухӑшпа кӑшкӑрса илчӗ Непшитшетски поручик, хӑйне хирӗҫ пулнӑ тепӗр салтака. Николай Петрович, хӑйӗн пиччӗшӗ Павел пекех (ун ҫинчен каярах калӑпӑр), Российӑн кӑнтӑр енӗнче ҫуралнӑ, вунтӑватӑ ҫула ҫитиччен килтех пурӑннӑ, кунта вӑл йӳнӗ гувернёрсем, чӑрсӑр та ашкӑнма юратакан адъютантсем тата полкпа штабри тӗрлӗрен ҫынсем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ. Дубков хӑй пурҫӑн халатпа, ҫемҫе пушмак тӑхӑннӑ. Сюртукне хывса пӑрахнӑ Володя ӑна хирӗҫ диван ҫинче ларать, пичӗ хӗрелсе кайни тӑрӑх тата куҫне картсем ҫинчен пӗр самантлӑха илсе пирӗн ҫине кӑмӑлсӑррӑн та хӑвӑрт пӑхса илни тӑрӑх шутласан, вӑйӑ уншӑн ҫав тери интереслӗ темелле. Иманус персе янӑ пистолетсене аяккинелле ывӑтса ячӗ, унтан тата иккӗшне илчӗ те, вӗсене кашни аллинчех хатӗр тытса, шӑтӑкран пӑхрӗ. Хӑш чухне, ҫакна тӗплӗн пӗлес тесе, ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫулта вӑтамран мӗн чухлӗ тырӑ ҫапса илнине, хатӗрлев пунктне мӗн чухлӗ панине тата киле мӗн чухлӗ юлнине шутласа пӑхма тивет. Халӗ кайса ҫывӑр, ирччен курам мар эпӗ сана! Паллах, юрамасть. Ҫапах та кунта ҫакнашкал кӗтмен инкек те пулма пултарать: сӑмахран, каснӑ ӗнсесене пӗр-пӗрин пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ чухне ухмах ҫын ӗнсине ӑслӑ ҫын пуҫӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартсан, эпир ӑслӑ ҫыннине те ухмахлатма пултаратпӑр. Егорушка ҫак ҫынсемпе пӗрле ку таранччен хӑй мӗн курни, мӗн чӑтса ирттерни халь ӗнтӗ пӗтӗмпех тӗтӗм пек ирӗлсе ҫухалнине туйса илчӗ; вӑл, халтан кайса, сак ҫине ларчӗ те хӑйшӗн ҫак самантран тытӑнса пуҫланакан паллӑ мар пурнӑҫа йӳҫӗ куҫҫульпе саламларӗ… — Эпӗ хамӑрӑннисем хушшинче ҫулпуҫӗ те, жрец та мар. «Епле хӑйса каларӑр-ха эсир, сударь, йӗркелӗхе ҫухатса, ҫын чинӗпе ятне хисеплеме манса, ҫавӑн пек сумсӑр ята пама?» Турӑ лаша тӗнчере урӑх ҫӗршывсем пуррине ӑнланма та, тинӗсри инҫетри япаласене уйӑрса илме те, ҫынсем пек, тинӗсре ӑнсӑртран пулакан улшӑнусене чухласа илме те пултараймасть. Вӑл Стайка Чонина… Алексей ҫывӑри-ҫывӑрми выртнӑ. Юррин сӑмахӗсем темле ӑнланмалла мар вӑрӑм тӑсӑлнӑ, кӗвви хӗлле кашкӑрсем ӳленине асилтернӗ. Оленин хирӗҫ чӗнмерӗ. Мӗнле кӑна ҫиллес улпут ан пултӑр, ун умӗнче лӑпланатчӗ, манпа йӑвашшӑн калаҫа пуҫлатчӗ. — Устин пирки сӑмах каласшӑнччӗ сана. — Капла Лиденброк господин сӗтел хушшинче пӗрле ларса ҫименни хам пурӑнан ӗмӗрӗмре те урӑх пулман, — терӗ Марта, кӑмӑлсӑрланса. — Халсӑр эсӗ! — терӗ те ӑна Бояркин, Макариха ҫине пӑхрӗ. — Пупӑннипе юнашар — ҫӗнӗ хапхинчен пӗлсе илме пулать. — Юрӗ. — Анчах мӗншӗн ун питӗнче юн пулнӑ-ха апла? Укӗнни, пысӑк хуйӑх — хӑрушӑ йывӑрлӑх килсе пусрӗ ҫав кун унӑн чунне… Вӑл Ритӑна аяккалла чӗнсе илчӗ те ӑна хӑй мӗн тума шухӑшлани ҫинчен каласа пачӗ: вӑл вагона кӗрет те вагон чӳречине уҫать, чӳрече витӗр вара Ритӑна сӗтӗрсе кӗртет. Упӑшки аллине циркуль тытса, хӑлха хушшине кӑранташ чиксе кухняна пырса кӗчӗ, арӑмӗ каласа кӑтартнине итлерӗ те, мана каларӗ: — Ӑна тата пур ҫынна та эсир темелле. Карчӑк та тӑчӗ. Анчах сирӗн пата, булочнӑя, студентсем ҫӳреҫҫӗ, Деренков патӗнче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе лараҫҫӗ. — Кӳртес ҫуккине эпӗ пӗлтӗм. — Ыйтрӑм — каламасть. Мӑнтӑр полковник приказсем парать. Вӑл унпа урӑх калаҫасшӑн мар пулчӗ пулас. Ҫав вӑхӑтра виҫӗ дозорнӑн хапха патне чупса ҫитрӗҫ. — Пирӗн улпутсен ҫумӗнче мӗн ӗҫ пур! — тесе хирӗҫленӗ Настя, — ҫитменине тата эпӗ сирӗн, аҫӑвӑн мар. Ҫапах та, темиҫе метр пек кансассӑнах, вӑл ҫӗнӗрен чарӑнса тӑрать, е тӑруках аяккине ҫавӑрса кӗрсе, пӗрре ҫурҫӗрелле, пӗрре кӑнтӑралла темиҫе миль ҫавӑрӑнӑҫ тӑвать те, хӑйӗн шиклӗ асӑрхавӗсем ҫинчен никама та пӗр сӑмах чӗнмесӗр, каллех хӑй вырӑнне отряд пуҫне тӑрать. — О, о, о! — кӑшкӑрса ячӗ Белецкий. Хуйханнӑ кӑвакарчӑнсем, шулап ҫинчен пӗрхӗнсе, сывлӑша ҫунатсен васкавлӑ шавӗпе тултарнӑ. — Инҫетех каймалла пулмасть пулӗ тетӗп — кӑркка аҫине ҫывӑхра та персе ӳкерме пулать. — Сана калатӑп, сана, азиат, юнӗҫевҫӗ, сана! — Тӗрӗс, — килӗшрӗ Воропаев, юлашки сӑмах хӑйӗнче юлнине ҫирӗп ӗненсе. Уҫӑлнӑ алӑкран вӑл яштака пӳ-силлӗ, ҫӳлелле ҫӗкленӗ алли ҫине ӳкекен вӑрӑм та хулӑм ҫивӗтлӗ хӗрарӑм хӑвӑрт утса иртнине курчӗ. — Петя, манӑн пӗр сӑмах пур, — терӗм эпӗ, уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Тверской урамӗнче, кафере ларнӑ чухне. Хуралҫӑсем патӗнчен иртрӗҫ. «Клеймор» ҫирӗп те тӗреклӗ, ҫиелтен пӑхсан ҫаврӑнӑҫусӑр пек туйӑннӑ, анчах ку ӑна хӑвӑрт ишме чӑрмантарман. Варахчен кӗтмелле-ши? Кам пӗлет ӑна! Елена пӳлӗмрен чупса тухрӗ, пулӑшма ҫынсене чӗнме пуҫларӗ, камериере тухтӑр патне чупрӗ. Ҫӳллӗ, кӑтра ҫӳҫлӗ, ҫӗлӗкне ӗнси ҫинех антарса лартнӑ йӗкӗт хӑйне ухтаракан хуралҫӑсене кӑшкӑрса тӑчӗ: — Эсир, шуйттансем, кӗсьере мар, пуҫра шырӑр! Хулпуҫҫийӗпе пуҫне вӑкӑрӑнни пек ҫирӗп мӑйӗ пӗрлештерет, хӑй пӗтӗмпех вӑйпа тулса ларнӑ, юман кӗреш пек ҫирӗп. Пичче ман паталла ҫывхарса темӗнле сӑмахсем калать. Зинаида каласа та пӗтереймерӗ, эпӗ, хама хыҫалтан такам тӗртсе янӑ пек, аялалла вирхӗнтӗм. Ахӑр, укҫисем ухмахласкерсем пулас. Эпир ӑна, пӗринчен пӗри ӑмӑртса, каласа патӑмӑр: пирӗн хуҫа ҫын мар — ирсӗр жулик, чунилли, юнӗҫен… терӗмӗр. Вӑл еху ятлӑ тӗлӗнмелле чӗрчунсене тӗл пулать. Илемсӗр сӑн-питлӗ, кӑнттам шӑмшаклӑ тата тытӑнчӑк чӗлхеллӗ пулсан та, Петр Васильевич калама ҫук ҫирӗп йӗркесемпе пурӑнакан, ӗҫ тума тӗлӗнмелле пултаракан ҫын. — Калӑпӑр, кунта суйса ӳстерсе яни те пулнӑ тейӗпӗр. Тыткӑна ҫакланнӑ карап ҫинчен мӗнле пулсан та хальтерех каймаллине Джон Мангльс аванах ӑнланать. — Йышӑнатӑп, — терӗ Гленарван, — анчах сӑмахӗ ҫапла пултӑр, — сирӗн «гони» текен сӑмах сыпӑкӗсем «Патагони» сӑмахӑн пайӗ пулманнине кӑтартса парас пулать. Боливи вӑрманӗсенче колибри пит нумай, ҫавах пӗчӗк Джекӑн халлӗхе Гаррис сӑмахӗсене ҫеҫ илтсе киленмелле пулчӗ. Кашни пӑлхавҫах хӑйпе пӗрле пӗр вунпилӗк фут тӑршшӗ шалча илсе ҫӳренӗ, унпа вӑл ҫапӑҫура кӑваккисем ҫине тапӑннӑ ҫӗрте те, тарнӑ чухне те, канавсем урлӑ сиксе каҫнӑ чухне те усӑ курнӑ. Анчах ҫывӑхрах паллашнӑҫем, вӑл хӑех курса ӑнланчӗ: ҫакӑ еретик тата чӑркӑш этем — питех те кӑмӑла каймалла, пысӑк ӑслӑ ҫын, ҫаксене пула посессор хӑй хӗрачин ҫӗнӗ тусӗсемпе килӗшрӗ. Вӑл сӗтел ҫинчен темскер илет, ҫак вӑхӑтра вара мачча ҫинчи ҫутӑ ҫаврашки мӗлтлетме тытӑнать. Пуҫна час-часах хыпашлакаласа пӑх, тепле, ӑнсӑртран, ҫухалнӑ ан пултӑр, — тесе хунӑ. Ӑҫта вӑл? Нимӗҫсен те, пирӗн те пысӑк ҫухатусем пулнӑ. Окопӗ меллӗ. Кӑкӑр таран. Тирпейлӗ. Планетӑсем хушшинче ҫул ҫӳрени ҫинчен калакан фантазиллӗ юмахсенче час-часах Ҫӗр ятне илтме пулать, вӑл тӗнче уҫлӑхӗнче мӗнле курӑнассине кӑтартакан ӳкерчӗксем те тӗл пулаҫҫӗ. Унта Ҫӗре яланах, глобус ҫинчи пек, материксемпе океансене ӳкерсе кӑтартаҫҫӗ. — Май ҫук? Йывӑҫ тӗмисенчен тыткаласа, вӑл чарӑнса тӑчӗ те хуллен ҫеҫ кӑшкӑрса илчӗ: — Тӑхта! Вӑл Пӑлакирен ҫамрӑкрах, чипертерех пулнӑ, анчах ачашлӑхӗ унӑн чӗмсӗррӗн, сиввӗн туйӑннӑ… Анчах алӑк патне ҫитсен, хӑй хӗрарӑма шеллесе кайнине туйса, ун ҫине хулпуҫҫи урлӑ пуҫне ҫавӑрса пӑхнӑ. Улталарех ӗнтӗ вал мана, кӑмӑла ҫӗклентересшӗнччӗ пулас, — ҫырана ҫитме сахалтан та вӑтӑр минут вӗҫмеллеччӗ-ха. Ӑҫтан ҫакӑн чухлӗ телей килсе тухрӗ ӑна, ҫылӑхлӑскере? Пӑван касма чарӑнса, путпилкине пӑрахмасӑр, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Туртса ҫакнӑ ҫынсене ҫил суллантарать тата сӑнчӑрсем чӑнкӑртатнӑ сасса инҫете илсе каять. Аван. Усадьбӑна чӗннӗ ялти ачасем ютшӑнатчӗҫ, ирӗклӗн тыткаламастчӗҫ хӑйсене. — «Кам шыва кӗртнӗ, ҫав пӗлет». — Итлӗр-ха, эсир ӑнлантӑр-и? — тесе Ривэра еннелле ҫавӑрӑнса ыйтнӑ Келли. — Ах, Том, ан суй… тархасласах калатӑп. — Чарӑнӑр! — тесе хӑраса ыйтать Людмила. Лалка вилнӗ хыҫҫӑн Юрдан арӑмӗ татӑлса хуйхӑрнипе чирлесе ӳкнӗччӗ, вӑл темиҫе кун хушши вырӑн ҫинчен те тӑраймарӗ. Ҫынсем умӗнче — чӑнкӑ, анчах ҫӳллех мар ҫыран. Ҫыран хӗрринчи хӑйӑр ҫинче ту ишӗлчӗкӗсем хуралса выртаҫҫӗ. — Ватӑлатӑн-им, савнӑ Яков Лукич? — хӗрхеннӗ пек ыйтрӗ вӑл, чарӑнса тӑрса. — Эпӗ ӑна шансах тӑратӑп! — терӗ Паганель. Павел юра сарлака йывӑҫ кӗреҫепе хыра-хыра илсе, хаяррӑн ывӑта-ывӑта ярать, хӑй вӑл начарланнӑ, куҫӗсем хӑпарса тухнӑ. Ҫак вӑхӑтра станцине пассажир поезчӗ шуса ҫитрӗ. Ах, турӑ, турӑ… Вӑхӑт ҫаплах васкавлӑн иртет… Никампа канашласа тӑма та ҫук! Медведевпа Ковальчук ҫак ирхине пуринчен ытла хуйхӑрчӗҫ. Халь хӑйсем Терентий Жигаловпа мӗнле паллашни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗҫ. Мускав ҫывӑхӗнчи госпитальте паллашнӑ-мӗн вӗсем. Сасартӑк вӑл те шыв ҫурнӑ вырӑна, те канава путса ларнӑ. — Эпӗ кунта, Дмитрий Никанорыч. Мӗнле ҫынсем вӗсем? — Эсир ҫак хушӑра килте пулман пулас? — терӗ Елена, калаҫма пуҫласа. Урнӑ сасӑсемпе пӑлханакан ордана аяккарах тытас тӗлӗшпе хутран-ситрен пӑшалпа пеме тивет. Сехет иртнӗ ҫӗре сахалтан та пӗр вунпилӗк кашкӑр вилли ҫӗр ҫине йӑванчӗ. Вӑл туп-тӳрӗ, ниҫта хускалмасӑр ларать, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫинҫешке аллипе ҫӳҫне пуҫтарать. Арчасем пурте ун аллинчех тӑнӑ, вӑл вӗсем ашӗнче чакаланма, куҫара-куҫара хума, виҫме, ҫӗнӗлле вырнаҫтарма чарӑнман, анчах эпир ялти ҫуртра пурӑннӑ чухне пулакан ачаран хӑнӑхнӑ шав, хӗвӗшӳ ҫитмен ӑна. Тельмарш пуҫне пӑркаласа илчӗ. Ҫакна эс асра ҫирӗп тыт, Ҫемен Давыдов! Ҫакӑ вара пӗтӗмпех Макар хирӗҫ тӑнинчен килчӗ! Вӑл манран ҫур кӗрепенке вӗт катӑклӑ сахӑр выляса илчӗ, катӑкӗсене пӗрмаях ҫӑмлӑ питҫӑмарти хыҫнелле чике-чике хуратчӗ, унтан эпӗ ӗнтӗ выляма пӗлетӗп тесе шутласа, ҫапла сӗнчӗ: — Халӗ давай укҫалла выляр! — Ҫӗнӗ пекарньӑра эсӗ аслӑ подручнӑй пулатӑн, тет мана пекарь, — Сана уйӑхне вунӑ тенкӗ пама хушатӑп. Халӗ ӗнтӗ пулчӗ. — Вӗрентмелле, пурне те вӗрентмелле! — терӗ те ҫирӗппӗн Алексей картузне хывса тарланӑ ҫамкине тата вӑхӑтсӑр кукшаланнӑ пуҫне шӑлса илчӗ. Гленарванпа унан юлташӗсем ҫак хӑрушӑ спектакль ҫине пӑхса пӗр сӑмах та чӗнмеҫҫӗ. Калаҫасси ҫинчен асӑнмалли те ҫук, пӗрмай аслати шӑтӑртатса тӑни пурпӗрех сӑмаха итлеме те памасть. Ҫиҫӗм ялтӑртатса кайсан пӗрре Мак-Набсӑн лӑпкӑ пичӗ, пӗрре Паганелӗн чӑлтӑркка та хаваслӑ куҫӗсем, пӗрре Гленарванӑн хастарлӑ сӑнӗ, пӗрре Робертӑн хӑранӑ пичӗ, пӗрре матроссен нушасӑр пичӗсем тӗксӗмлӗхрен ҫуталса тухаҫҫӗ те ҫавӑнтах курӑнми пулаҫҫӗ. Анчах ҫапах та ҫумӑр пуҫланман-ха, ҫил те пулман. Сасартӑк чӑнкӑ ярӑмсем, пир тӗртекен ҫыннӑн ҫипписем пек, пӗлӗтпе ҫӗре пӗрлештерчӗҫ. Сулмаклӑ ҫумӑр пӗрчисем шыв ҫине анаҫҫӗ те, ҫиҫӗм ҫуттинче асамат кӗперӗн мӗнпур илемӗпе ялтӑртатакан пӗчӗкҫӗ фонтансем сирпӗтеҫҫӗ. Ҫак витререн тӑкнӑ пек вӗҫрен шыв анни аслатиллӗ ҫумӑр чарӑнасса пӗлтермен-ши? Ҫулҫӳревҫӗсем ҫак сивӗ душпах хӑтӑлаҫҫӗ-ши, вӗсене татах та ҫӗнӗ асапсем кӗтеҫҫӗ-ши? Электричество алхаснӑ хушӑра шыва тӑрӑх тӑсӑлса выртакан туратӑн вӗҫӗнче сасартӑк чӑмӑркка пысӑкӑш шар тивсе кайрӗ. Шар хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра пӗрре ҫавӑрӑнчӗ те, труках бомба пек ҫурӑлса шартлатрӗ, вӑл кӗрӗслетнӗ чухне аслати сасси те илтӗнмерӗ. Кун хыҫҫӑн пуҫланнӑ шӑплӑхра Том Аустин сасси илтӗнчӗ. — Йывӑҫ ҫунать! Том Аустин йӑнӑш каламарӗ. Омбун хӗвеланӑҫ енчи тураттисемпе ҫулҫисене пӗр самантра ҫулӑм хыпса илчӗ. Хӑрӑк туратсемпе кайӑк йӑвисем, юлашкинчен, йывӑҫ хуппи — пурте тытса чармалла мар сарӑлакан вутӑ татах астарса яраҫҫӗ. Ҫил ҫӗкленчӗ те самантрах пушар ашкӑнма пуҫларӗ. Хӑш чухне Наташа вырӑнне хуларан Николай Иванович — куҫлӑхлӑ, пӗчӗк сарӑ сухаллӑ, таҫти инҫетри кӗпӗрнере ҫуралса ӳснӗ ҫын килет, — вӑл уйрӑмах хӑй майлӑ «о» сасса палӑртса калаҫать. Талӑк хушшинче пӗр поезд та иртмерӗ. Том ӑна аран-аран ҫӗклеме пултарчӗ, анчах ӑна ҫӗклесе каймашкӑн питех те меллӗ мар. Лашасене йӗнерлеме хушрӑм та, тумланса, купальня патне чупса антӑм. Ку вӑл япаласем туртса илме е тутарсене хӑвалама тухнӑ пӗчӗк часть е отряд пулмарӗ. — Ак кунталла, — хӑй вӑл, фельдшерпа пӗрле аманнӑ ҫын патне пырса тӑчӗ. Эпир монсеньора тытса паратпӑр-и? Ҫыннисем те, малтан ҫав шава хӑйсем пуҫарса янӑскерсем, кулӑшла та мӗскӗн: вӗсем тусанлӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк, вӗлтӗркке, — вӗсен хӑйсен ҫурӑмӗсем ҫинче выртакан йывӑр тавар айӗнче ӳпӗннӗ кӗлеткисем, шӑрӑхпа шӑв-шавра, пӗлӗт пек тусан ӑшӗнче унталла та кунталла васкаса чупса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем, таврари хӑйсене хупласа тӑракан темӗн ҫӳлӗш тимӗрсемпе, тавар куписемпе, кӗмсӗртетекен вагонсемпе, хӑйсем тунӑ япаласемпе танлаштарсан, пӗтӗмпех ҫухалса каяҫҫӗ. — Юратать-и? Ҫак сӑмахсем тӑрӑх эпӗ туйса илтӗм: вӑрлассине вӑл вӑрланӑ, сӑмах пӑртманетне ман пата сарайне пырса пӑрахнӑ, — эпӗ ҫавӑнтах ӑна куҫӗ умӗнчех:— Суятӑн! — Мӗн пулчӗ, Дик? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Эпӗ ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп: Том Сойера вӑл килӗшет, — терӗ. Гусев туртса ярсан салтаксем ҫав тери хӑраса унран чакса тӑчӗҫ, кайӑк сассипе пӑшӑлтатаҫҫӗ: — Шохо тао хавра, шохо-ом. — Шӗвӗрӗлчен те вилӗм хатӗрӗ, анчах вӑл ҫӗҫӗ пекех илемлӗ мар. — Эпӗ вара ӑна пачах та юратмастӑп. — Асӑрханӑ. — Малалла кала, — пуҫне сулчӗ Давыдов. Унта унӑн хӑш-пӗр ҫӗнӗ сӑнавсем тӑвас килнӗ. Давыдов тарӑхса кайрӗ. — Кам? Анчах чул кутӑнланать. Халӗ тӑшман вӑрттӑн тухса ҫӳремелли шӑтӑка курать те сирӗн хыҫран хӑвалама пултарать. Пӗр минута та сая ямалла мар, часрах кайӑр. Тен, вӑл ӑна ҫав тери ӑслӑ тесе шутлать пуль. Ҫӗр иртрӗ, тепӗр ирхине вара, апат ҫинӗ хыҫҫӑн, эпир Редрэтпа иксӗмӗр ҫула кайма тухрӑмӑр. Манпа пӗр службӑра тӑрать, Мускав ҫынни. Лось сиксе тӑчӗ. — Курка та шывра путмасть вӗт? Тата миҫе юлнӑ? Эпир пынӑ чух пӗрремӗш лупасайӗнче проповедник кӗлӗ вулатчӗ. Вӑл нимӗн калама та хӑяймасть: анчах, упӑшки ывӑлӗсене ыранах амӑшӗнчен уйӑрса илсе тухса кайма шутлани ҫинчен илтсен, вӑл куҫҫулне чарса тӑраймарӗ: ытла та час уйӑрӑлса тухса каякан ывӑлӗсем ҫине ҫав тери хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ — унӑн куҫӗсенче тата ирӗксӗр пӗркелесе тытнӑ тутисенче палӑракан хуйхӑ мӗн тери пысӑккине никам та ҫырса пама пултараяс ҫук. — Паллах, кӗрсе тухап. Лантенак ҫарне кӗтмен ҫӗртен хупӑрласа илни пур енчен те паллӑ пулнӑ. Хулана тӑшман ҫитсе кӗнӗ, урамра ҫапӑҫу пынӑ. Мӗскӗн кушак, хурлӑхлӑ меуклатса, хӑйне ҫӑлма, пулӑшу пама йӑлӑнать, — ачасем кушак нимӗн тума аптӑраса хыпкаланнинчен каҫса кайса кулаҫҫӗ. Анчах унӑн антрепренерӗ ҫапла туса унӑн ҫынна хӑратас йӑли кӑна пулнине аванах пӗлнӗ. Донья Исидора ун валли апат-ҫимӗҫ парса янӑ корзинкӑна эпӗ виҫӗ хутчен леҫсе патӑм; юлашки хутӗнче пӗрле ҫыру та чиксе янӑччӗ. Ҫил уҫӑлчӗ. Ытах та ку япала кулугур кӗвелӗкӗ пулсан, нумай ҫапӑҫма тивӗ мана. Ҫиҫӗм тепӗр хут ҫиҫсе арман тӑррине ҫутатрӗ, арманӗ туратлӑ йӑмра айӗнче. Акӑ ун йӑхӗ Тараса ҫитсе пӗтрӗ те, вара вӑл Тарас вырӑнне сана лартма шухӑш тытнӑ, туятӑн-и? Пичче! — Мӗнех вара мучи! Ак лаша илес пулать, анчах ҫырма леш енче аллӑ монетӑран кая илме ҫук, теҫҫӗ. Магацитлсем ҫӑмарта евӗрлӗ вӗҫев аппарачӗсем патнелле ыткӑнаҫҫӗ, Ҫӗре пӑрахса хӑварса вӗҫеҫҫӗ. Кӗрхи каҫсенче Никита ашшӗне тата пиччӗшпе шӑллӗне святойсен пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем, чиркӳ ашшӗсем вӗрентнисене вуласа парать, анчах ашшӗ ӑна час-часах пӳлет: — Ытла та пысӑк ӑслӑлӑх ку, ӑна пирӗн ӑс-тӑн тавҫӑрса илеес те ҫук. Эпе сӗтел патнерех ҫывхартӑм, анчах профессорсем, эпӗ пурри ҫинчен пӗлмен пекех, ҫаплах хӑйсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ. Полли мӑнаккӑшӗ, Мэри, Сид тата миссис Гарперӑн пӗтӗм килйышӗ,питех хуйхӑрса куҫҫуль юхтарса, траурлӑ тумсем тӑхӑнчӗҫ. Н-да… Уйӑх ҫутинчи кровать ҫинче ларса, майор харлаттарнине итлесе, Алексей хӑйӗн упражненисен планне турӗ. — Коротаевӑна «ҫара алӑпа» илесси ҫинчен шухӑшлама та ҫуккине эпӗ пӗлсех тӑнӑ, анчах манӑн ӑна вӗҫертес килмерӗ, ҫитменнине тата эпӗ ун пирки Грибовпа вуникӗ бутылка портвейнла тавлашнӑ. Унта Тэчерсем, Гарперсем, Роджерссем, Полли мӑнаккӑшӗ, Сид, Мэри, пачӑшкӑ, хаҫат редакторӗ тата ытти халӑх та нумай, вӗсем пурте праҫник чухнехи пек тумланнӑ. Кӗреке хушшинчех сыпӑннӑ сӑмах халь те татӑлмарӗ, Гинка хӑйӗн ывӑна пӗлмен чӗлхипе сӑмаха пит меллӗн майлаштарса пычӗ. Николай Петрович, мировой посреднике лекнӗ те, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшать. Вӑл хӑйӗн участокӗ тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр ҫӳрет, вӑрӑм сӑмахсем туха-туха калать (вӑл мужиксене ӑнлантарса памалла, тепӗр майлӑ каласан, пӗр сӑмахах темиҫе хут татти-сыпписӗр каласа, ывӑнтарсах ҫитермелле тесе шутланӑ). Ун пӳлӗмӗнче мар пулӗ-ҫке? «Ҫакса вӗлерес!» тени ун хӑлхине ҫитсе кӗнӗ те, вӑл мустангерӑн хӳшши патнелле ыткӑннӑ. 8-мӗш числара капитан ҫав утравсенчен чи хӗвелтухӑҫӗнчине, Миггенес ятлӑ утрава палласа илчӗ те, эпир тӳрех Исландин кӑнтӑр енчи ҫыранӗнчи Портланд ҫӑмсахӗ еннелле кайрӑмӑр. Вӑл пирӗн ҫак залра хӗл каҫать. Картана кӗрес ҫӗрте ӑҫта килнӗ унта кашкӑр виллисем выртаҫҫӗ. Анчах пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр калаҫма кашни минутрах йывӑрланса пычӗ те, ҫавна пула Ромашов:— Эппин кайрӑмӑр? — сӗнчӗ ыйтуллӑн. Ҫакӑнта вара вӑл лӑпланса, тӗлӗрсе кайрӗ. Рада аптраса пӑхса илчӗ ӑна, анчах нимӗн те каламарӗ. Эпӗ вара Ярмолӑна кӑшкӑрса чӗнме тапратрӑм. Эпӗ хӗрӗн пичӗ халӗ нихҫанхинчен илемлӗрех пулнине асӑрхарӑм. Тӑватӑ кун пӗр чарӑнми ахӑрашнӑ пурга пирӗншӗн ытла нумай пулчӗ ҫав. Ҫапла, ку чӑнах та бегемотсем — хулӑн тирлӗ, пысӑк пуҫлӑ, сарлака сӑмсаллӑ, футран та вӑрӑм асав шӑлӗ курӑнакан пысӑк ҫӑварлӑ чӗрчунсем. Вӗсен урисем кӗске те мӑнтӑр, тирӗ туллатнӑ пек ҫара. Ху тата… шкулта вӗреннӗ.. Ачасем!.. — Кирек мӗн тӑвӑр! — терӗ Печорин. — Ҫапла ҫав, питӗ начар. Тӑрӑшсан эсӗ питӗ лайӑх вӗренме пултаратӑн вӗт? Чунне вӑл ӗнтӗ панӑ, Ҫӳлти турра савса. — Апла мӗнпур ҫак гранит чулӗ те калла юлас ҫук, пӗтӗмпех шӑранса, ирӗлсе каймалла. Дик ура ҫинех тӑнӑччӗ, сасартӑк ӑна Гэнд сасси чарчӗ: — Мӗнех-ха ҫав санӑн ҫӗрӗке ӗмес килет, Джон. Тӗлӗнетӗп эп сиртен, Инсаров кунта ура та ярса пусман-ха, эсир хуҫкаланма та пуҫланӑ. Ҫӗрӗк хӑмаран — мӗн усси? Кукаҫи мана хуҫа патне илсе пырсан вӑл Сашӑна мана пулӑшма, вӗрентме хушрӗ, — Саша мӑнкӑмӑллан хӑй куҫхаршисене пӗркелерӗ те:— Вӑл эпӗ хушнине итлени питех кирлӗ мана! — тесе хучӗ. Анчах ытти пӳлӗмсенче жандармсем тата ытларах тӑрӑшса шырарӗҫ. Гуигнгнмсем ехусене хӑйсен килӗсенче ӗҫлеттерме, хӑйсен килӗсен ҫывӑхӗнчи выльӑх картисенчи ӗҫсене тутарттарма тытса усраҫҫӗ. Анчах Зеб ӗнтӗ малтанах асӑрханӑччӗ: ҫавӑн пек йӗр хӑварнӑ ҫын юлашкинчен ҫапах та лаша кӑкарнӑ ҫӗре тавӑрӑнса пынӑ Зеб вӑхӑтлӑха ҫуран утнӑ ҫын йӗрне пӑрахма шут тытнӑ. — Тавтапуҫ, анне! — чӗререн тухакан хулӑн сасӑпа калаҫма пуҫларӗ Павел, амӑшӗн аллине сиккелекен пӳрнисемпе пӑчӑртаса. Ҫакна каласан, Эль-Койот лашине уттарчӗ. Ҫавӑнпа та ҫине тӑрсах, нумайччен ыйтаҫҫӗ! Ӑнланмалла мар, тӗлӗнмелле. — Акӑ Даниил та ҫитрӗ! Иван Иванычпа Егорушка хӗрлӗ ҫурт патне ҫитрӗҫ, тӑкӑрлӑка сулахаялла кӗчӗҫ, вара сылтӑмри виҫҫӗмӗш хапха патнелле пӑрӑнчӗҫ. Антон Прокофьевичӑн хӑйӗн ҫурчӗ ҫук. — Ну, Файло, ӗҫсем мӗнле санӑн? Вӑл хӑй те Уэлдон миссис китанди хыҫҫӑн вӑрмансем тӑрӑх пынӑ чух пӗрре мар ҫапла апатланнӑ. Ҫакӑн пек пулма пултарнӑ тесе калама та пулать, анчах та вӑл Жак Паганелӗн пит витӗмлӗ каланӑ гипотезисенчен пӗрне шанчӑксӑр туса хурать. Аргентина ҫӗрӗ ҫинчен калаҫнӑ чухне документра кӑтартнӑ широта тыткӑнрисем ялан пурӑнакан вырӑна мар пӗлтерни ҫинчен ученый тивӗҫсӗр мар паллӑ туса хучӗ. Ҫитет! Кӳме айӗнчен йывӑррӑн хашлатса сывлани илтӗнчӗ. Эпир ун патне пырса ҫитсенех, вӑл пире алӑ пачӗ те, урӑх нимӗн те каламарӗ, тӳрех хӑй хыҫҫӑн пыма сӗнчӗ. — Лайӑх ҫын! — терӗ Павел та хуллен, анчах темле ытти чухнехи пек мар, урӑхларах, хӑй пӑвӑнса ларма пуҫланӑ пек. Хӗр хуҫлатнӑ карт ҫине ҫӑм чӗркеме пуҫларӗ те сасартӑк ман ҫине ҫав тери йӑлтӑрти ҫутӑ куҫпа пӑхса илчӗ — эпӗ ирӗксӗрех пуҫа чикрӗм. Билет хакӗ — 25 цент; Ачасемпе тарҫӑсенчен — 10 цент! — Иккӗмӗш бригада уйӗнчи хайхи тулӑ шӑтса тухаймастех пулмалла. — Ну, Павел мӗнле-ха унта? Эпӗ сана калама маннӑ: ӑна тата кунта тӑпра йӑтма тивнӗ, вара унта иҫӗм ҫырли лартса хӑварнӑ. Вӑлах-ши вара? Тепӗр каласан тата: мӗншӗн пурӑнас мар-ха кӑмӑл туллин, — вӑл улпутӑн ӗҫӗ… анчах та чухӑна тухса кайма юрамасть. Пуҫӗсене аялалла чикнӗ, — куҫӗсене таҫта урисем айнелле, ушкӑн варринелле, тӗлленӗ. Фёдорпа лайӑх тӗл пулчӗҫ. — Юлашки кунсем, Олеся? Мӗншӗн — юлашки? Мӗн тума уйрӑлмалла-ха пирӗн? Олеся куҫне хупрӗ те темиҫе ҫеккунт нимӗн шарламарӗ. О, енчен те эсир вӑйлӑ пулнӑ пулсассӑнччӗ! Илемлӗ чӗрчун! — Савӑнмасӑр! — ассӑн каланӑ Любовь. Ой, турӑ! нивушлӗ хӑвата ӗненме юрамасть?» Пирӗн Кондратӑн халлӗхе политикӑлла аталану ҫук-ха, аталану ҫук пулсан, ӑна илеймен пулсан, килте лар, майӗпе, васкамасӑр аталан, халлӗхе партине ан кӗр. Хама тарӑхсах ҫитрӗм, ҫапах юлашкинчен эпӗ тӗлӗк куртӑм. Тӗлӗкре те тӳрем вырӑнта ҫӳретӗп пек, хама ҫул ҫинче тӗл пулакансенчен пулӑшу ыйтатӑп пек. — Эсир хатӗр-и? — ыйтрӗ Павел Петрович. Давыдов хӑй лашисене тӑп чарчӗ те пысӑк урапа ҫинчен анса ҫӑмӑл урапа патне пычӗ. Тӗрткелешӳ пуҫланчӗ. Гор марсиансем енне аллине тӑсрӗ. — Ҫӗр пӑт ҫитет-и? Вавжон ҫавӑ мӗн иккенне те, хӑйне мӗн кирлине те, хӑйӗн чунӗ ӑҫталла туртӑннине те, вӑл мӗншӗн ҫапла ыратнине те пӗлмест; ӑна хыр вӑрманӗ кирлӗ, хирсем, улӑхсем кирлӗ, улӑм витнӗ пӳртсемпе ҫывӑх палланӑ ҫынсем кирлӗ — вӗсене тӑван тӳпе витсе тӑрать, вӗсен ҫумне чӗре ҫыпӑҫнӑ, хӑпмалла мар ҫыпӑҫнӑ; хӑйпӑнмалла пулсан, вӑл юнпа пӗвенӗччӗ. Манӑн вара ирӗксӗрех унпа килӗшмелле пулчӗ. Пирӗн пата пыратчӗ те вӑл: «Мӗнле пурнӑҫ сирӗн, извозчиксем», — тетчӗ. Давыдов хаваслӑн кулса илчӗ. Джим яланах мӑйӗнчен пилӗк центлӑх пӑхӑр укҫа ҫакса ҫӳрет: ку пӗтеве ӑна шуйттан хӑй парнеленӗ имӗш, унпа кирек мӗнле чиртен те сывалма, кирек хӑш вӑхӑтра та тухатмӑшсене чӗнсе илме пулать-мӗн, ҫав укҫана алла тытса темӗнле сӑмах пӑшӑлтатса каламалла ҫеҫ, анчах мӗнле сӑмах пӑшӑлтатмаллине Джим нихҫан та каламасть. Пилӗк ҫул хушши вӑл Фрол Дамасков патӗнче тара кӗрӗшсе ӗҫлесе пурӑнчӗ, унтан авланчӗ, хӑйӗн хуҫалӑхне куҫрӗ. «Хӗрарӑм ҫинче санӑн ним тумалли те ҫук, пичче! — терӗ вӑл ҫавӑн чух, сывлӑшне ҫавӑрса илсе. Тӗрӗссипе, ҫак утрав вулкан хыҫҫӑн пулса тӑнӑ, малтанласа унӑн ҫинче базальтлӑ чулсем кӑна пулнӑ. — Ой! — тенӗ Зеб, кӑштах именсе. Ҫакӑн пек чухне яланах врач пулакан майор Паганелӗн суранне ҫыхас шутпа унӑн тумтирне хывма пикенчӗ. Анчах вӑл телейсӗр ҫынна тӗкӗнсенех лешӗ электричество токӗпе вӑраннӑ евӗрлех сиксе тӑчӗ. Юлашкинчен Павел та ӑнланса илчӗ. — Юри ҫиленнӗ пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ Окунев. — Неметчинӑра тетне? Кӑнтӑрла иртсен виҫ сехет ҫитерехпе лутра сӑрт хыҫӗнчен темӗнле шурӑ йӗр курӑнчӗ. Вӑл йӗр хӗвелӗн ҫуттинче йӑлтӑртатса выртать. Артамонов пӳлӗм тӑрӑх, тискер кайӑк пек ыткӑнса, пӗрре кӗпе ҫаннине тавӑрса, тепре тавӑрнине ярса, шӑлӗсене шатӑртаттарса ҫӳрерӗ. Ӑна ҫийӗнчех ярса илеймен пулсан, Островнов таврашӗнче те ҫӳремелле пулать. Мана урӑх ним те кирлӗ мар! Иманус ӳкмерӗ. Ҫакна Синопа нумайччен асӑнса пурӑннӑ. «Прилучиноран; эпӗ тимӗрҫӗ Василийӗн хӗрӗ, кӑмпана каятӑп». — Аха, Боден капитан! — терӗ майор. Республикӑн Тург замокне тӑшман аллинчен туртса илнӗ паттӑр отрячӗ, халӗ пулса иртекен ӗҫсемпе пӑлханнӑскер, вырӑнтан хускатнӑ вӗлле пекех сӗрлет. Эпӗ ирӗксӗрех Олеся пуҫӗ ҫине куҫ ывӑтрӑм. Анчах пытанса тӑракан вӑй старике кӗске вӑхӑтлӑха улӑштарса ячӗ: унӑн лӑштах янӑ аллисем чавсаран хутланчӗҫ, Яков Лукич хӑй те темле имшерленсе, ҫемҫелсе кайрӗ. «Тата шӑршла… вӑйлӑрах!..» — Сирӗн шухӑш мӗнле, Элен? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Жоржетта унчченхи пекех хушӑран пӗрер сӑмах калакаласа ларчӗ. Ӗнтӗ алтӑрсем те пушӑ, ҫапах та козаксем ҫав-ҫавах аллисене ҫӗрелле антармаҫҫӗ-ха. — Хӑратпӑр ҫав. — Титулӗ те, форми те чип-чиперех, «тата унӑн, — малалла вуларӗ вӑл, — хӑйӗн киревсӗрлӗхӗпе чапа тухнӑ помощникне Петр Пятакова, Фигура текенскерне…» Тайма пуҫ сана! Мэри Грант питӗ ӑнланмалла та хурланмалла каласа пани пӗтӗм чӗрене хумхантарса ярать, ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна чи малтан курнинчен те ытларах кӑмӑлласа савакан пулатӑн. Ун пичӗ тӑрӑх — вӑл епле те пулсан ашшӗнчен хӑйӗн шухӑшне ҫирӗплетекен ответ илесшӗн пулни палӑрнӑ. Юлашки хутӗнче вӑл ҫӗҫҫипе кӗле тата кирпӗчсене чышса илчӗ. Ҫак ҫын ирсӗр тесе ӗнентерес тетӗр мана эсир. Бензин шӑршиллӗ хускалман ҫын кӗлеткине шӑршласа пӑхсан, упа уҫланкӑ еннелле юлхавлӑн утса кайрӗ, унта ҫакнашкалах хускалман этем кӗлеткисем, юрпа шӑнса хытнӑскерсем, выртнӑ. Ҫын хускалнипе йынӑшнӑ сасӑ ӑна каялла тавӑрчӗ. Маркиз калаҫма пуҫларӗ: — Тусӑмсем, пурте пӗтрӗ. — Ачи тата ашшӗ пекех-и? — интересленчӗ Варвара. Ҫак ӗҫре вӗсем сайра хутра ҫеҫ йӑнӑш тӑваҫҫӗ. Вӗсем унта политика енӗпе малалла ӗҫлемелли плана сӳтсе явма пынӑ. Павел лӑпкӑн кулса илчӗ: — Ыран ман пата картонран каснӑ транспарант илсе килеҫҫӗ. — Чепуха! — терӗ майор. Леденевпа Корчагина — шахмат. Ыран вара калаҫӑпӑр. Пухӑннӑ халӑх пекех шӑппӑн пырса ларчӗҫ президиум сӗтелли хушшине бюро членӗсем. Анчах вӑл каллех тӗксӗммӗн курӑннӑ пек туйӑнать, вӑл ун патӗнчен пӑрӑнать, тинӗс тӗпне анса ҫитет те выртать унта, шыва кӑштах выляткаласа… Мӑн ҫулсем ҫинче! Вӑл пичче патне пычӗ те, ӑна хулпуҫҫинчен ерипен тӗртсе вӑратрӗ. Чи-чи хӑрушӑ вутне, чи тискер хӑватне йӑлтах Керенски полк ҫине пӑрахнӑ тата эсремет. — Ман пирки пӗтрӗҫ, — терӗ Костя салхуллӑн. Эпир ыттисене кансӗрлетпӗр. — Эсӗ пӗлместӗн-и, Марийка? Ирпе эпӗ вӑраннӑ ҫӗре тумланма ӗлкереймен атте, Торжок аттипе халат тӑхӑнса, ҫӑварне сигара хыпнӑскер, Володя вырӑнӗ ҫинче калаҫса ларатчӗ, унпа пӗрле кулатчӗ. — Ӗнер мӗн пулнине пӗлетӗр-и эсир? — терӗ Санин малалла. Эпӗ кӑшт лӑплантӑм, анчах пурпӗр кунтан хӑвӑртрах тухса шӑвӑнас килчӗ: хӗрарӑма куҫран пӑхма хӑратӑп. Хӑйӗн пурӑнӑҫӗнче кочегар ҫӗр чавас ӗҫрен инҫех каяйман пулмалла. Нумай пулмасть Валек ман йытта эмел парса вӗлернӗччӗ, ман ҫак ҫӗнӗ йытта хампа пӗрле пит йыхӑрса каяс килчӗ. Виҫӗ уйӑх маларах вӑл шӑпах ҫак бастионра пурӑннӑ, икӗ эрне хушши ниҫта тухмасӑр пурӑннӑ вӑл кунта, ҫав хушӑра кусем ун асне лайӑх кӗрсе юлнӑ. Ку асаилӳре ӗнтӗ хӑрушши те нумай пулнӑ, анчах та ун ҫумне темӗнле илемлӗх, иртнӗ кунсен илемлӗхӗ хутшӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл, ҫакӑнта пурӑнса ирттернӗ икӗ эрнене ӑшӑ кӑмӑлпа аса илсенех, хӑй пӗлнӗ вырӑнсемпе япаласене хавасланса пӑха-пӑха иртрӗ. Анчах халӗ ҫак хамӑрӑн куҫ умӗнчех курӑнса тӑракан япала пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Мӗн те пулин пулса иртнине курма юратакан халӑха унта савӑнӑҫлӑ уяв пек туйӑннӑ, хӑшне-пӗрне кӑна хӑюллӑ ученӑя хӑрушшӑн асаплантарса вӗлерни калама ҫук хуйхӑрттарнӑ. Пӗррехинче апатланса ларнӑ чухне ҫак усал анчӑк ҫури, эпӗ ун ҫинчен темскер каланӑшӑн пит тарӑхса кайнипе король майри пуканӗн урлашки ҫине хӑпарса тӑчӗ те, мана, пилӗкрен ярса тытса, хӑйма тултарнӑ кӗмӗл чашӑк ҫине пӑрахрӗ. — Йывӑрччӗ?.. — пӑшӑлтатрӗ Елена. Ҫӑварне сарлакарах та сарлакарах карса, чарӑнса ларчӗ те сасартӑк, ҫӑхан пек, урмӑш сасӑпа кӑшкӑрса илчӗ: одеялне аяккалла сирсе, хӑй тавра ҫара аллисемпе тем шыраса, койка ҫинче тапранкалама пуҫларӗ — пуҫне лучӑрканса кайнӑ минтер ҫумнелле чиксе хӗр те кӑшкӑрса ячӗ. Унӑн хакӗ калама ҫук пысӑк. Вӑл рубин чулӗсенчен темиҫе хут хаклӑ, мӗншӗн тесен вӑл юн хакӗ… Эсир ҫакӑнпа килӗшсен, эпир сире хӑтӑлма икӗ май суйласа илме сӗнетпӗр. Мӗн чухлӗ ишрӗмӗр эпир шыв тӑрӑх, мӗн чухлӗ ӗҫ турӑмӑр ҫав ултавҫӑсем валли. Пӗтӗмпех харама кайрӗ. Вӗсем Джимпа ҫапла путсӗр хӑтланнӑ пирки харама кайрӗ ӗнтӗ. Хӗрӗх долларшӑнах ӑна тепӗр хут ӗмӗрлӗхе чуралӑха сутса янӑ, ҫитменнине тата, ют ҫынсене! Санӑн ҫакна хӑнӑхас пулать, — терӗ. Пӳрнӗне кӑтарт. — Ҫитӗ сана, кум! — ун ҫине пӑхмасӑр, тутине чалӑштарса каласа хучӗ хӗрарӑм. Лось вырӑсла пӑшӑлтатрӗ. «Милая» (хаклӑскерӗм). — Анчах куна валли шуйттанла тренировка кирлӗ. Ӑҫтан килӗштӗр! Ача ҫине вӑл арпашса кайнӑ куҫпа мӗскӗнӗн пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫӗрелле тӳрӗ тӗллесе кӑтартакан алли унталла та кунталла ҫаврӑнкаларӗ. Джемма ӑна чӑнах та хаваслӑн кӗтсе илчӗ, Леноре фрау та питӗ кӑмӑллӑн саламларӗ: ӗнер вӑл иккӗшин кӑмӑлне те кайнӑ пулмалла. Матрос ӑна хӑйӗн докуменчӗсене тыттарчӗ. Пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн хирӗҫӳ, выляса ятӑм ӑна эпӗ, халь эсӗ сывах та чипер иккенӗпе танлаштарсан тинех мӗне тӑтӑр манӑн хамран хам кулни; шӑпам каллех мана улталарӗ! Хӑйпе хӑй вӑл, килсӗр ҫулҫӳревҫӗ пулса, ялти пӳртсен чӳречисем умӗнче Христос ячӗпе ыйткаласа ҫӳренине курсан, ӑна кичем пулса кайрӗ. Ман ҫине ҫапла миҫе хут тапӑнмарӗ пулӗ! Систерсе каланисем пире хӑратмастчӗҫ, эпир ҫывӑрса выртакан чеканщикӗн питне сӑрлаттӑмӑр; пӗрре, вӑл ӳсӗр ҫывӑрнӑ чухне, ун сӑмсине ылтӑнласа хутӑмӑр, губка йышши сӑмси лапчӑкӗсенчен ылттӑна кӑлараймасӑр вӑл пӗр виҫ талӑк аппаланчӗ. Полковник ун патне пӗшкӗнчӗ. Гаррис йӑлтах курчӗ ҫакна аякран. Ҫакӑ-ши вара Иван Иванович? Ҫитменнине тата вӑл пӗрре унӑн тилӗ хӑлхинчен хапсӑнуллӑн ҫупӑрласа тытнӑ та, ӑна тӑпӑлтаркаласа, татӑклӑн каланӑ:— Мӗншӗн вил… местӗн… эсӗ, мур! — тенӗ. Амӑшӗн тахҫан илемлӗ контральт пулнӑ; хӗрӗн сасси пӑртак начартарах, ҫапах кӑмӑллӑ пулнӑ. Чӳречерен ирхи кӑвак ҫутӑ килни курӑнать. «Юрать, — терӗм эпӗ, — манӑн хӗр ҫук та, эпӗ тупатӑп». Кунта вӗсем лашисене чарчӗҫ. Тепрехинче вӗсем халӑха оратор ӑсталӑхне вӗрентме тытӑнса пӑхрӗҫ, анчах ораторла нумаях калаҫаймарӗҫ: итлекенсем, чӑтаймасӑр, вӗсене шутсӑр хытӑ вӑрҫса хуларан тухса кайма хушрӗҫ. Кашнинех хӑйӗн алли, хӑйӗн аппетичӗ пур; мӗн чул ҫиес килнинчен ытла никам та ҫиме пултараймасть! — Тӗрӗсех вӑл, пӗлессӗр килет пулсан, ҫав сасӑ кӑмӑллӑ та, анчах ҫапах та вӑл чӗре ытла хӑвӑрт тапма тытӑннӑшӑн ҫеҫ кӑмӑллӑ. Анчах халь ун ҫинче ҫын пур вӗт. — Ӗнтӗ тӑкма тапратать! — Кӑшт тӑхта-ха, Сергей, — чӗнчӗ вӑл ачана. — Шпионсем пур халӗ, — терӗ Яков, лӑпкӑрах калаҫма тӑрӑшса. — Граф теҫҫӗ ҫав. Чӑнах та, тӗнчере урӑх ниҫта та ку таврари пек ырӑ шӑршӑ килмест пек туйӑнать мана. Айртон питӗ лӑпкан калаҫать. Тен, кӗтмен ҫӗртен кит пире пит аякка сӗтӗрсе кайсан, «Пилигримӑн» пирӗн хыҫран пыма тивӗ. Ун чухне Томпа ун юлташӗсем сана парӑссене ҫавӑрса лартма пулӑшӗҫ. Амӑшӗ ҫавӑнтах тӑнне ҫухатса йӑванса каять, унтан тӑна кӗрет те — хӑйӗн ачи патне ыткӑнать, ӑна ыталаса илет, унӑн юнланса пӗтнӗ аллисене чуптӑвать… Хӗрхӳ ӳпкев, наркӑмӑшлӑ йӗрӗнӳ палӑрнӑ старикӗн пичӗ ҫинче. — Пулаҫҫӗ. Варя инке! — чӗнчӗ ача, унтан савӑнӑҫлӑн пӗлтерчӗ: — Вӗҫет!.. Вӗсем ӗрчесех пынӑ. Вилес умӗн кашни христиан кӗлтунӑ пек унӑн та кӗлтӑвас пулать вӗт-ха. Кӑнтӑр енчен хӑпаракан пӗлӗтсем хӑрушлӑх ҫывхарнине пӗлтереҫҫӗ; аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарса килес умӗн вӗсем тискеррӗн курӑнса шӑваҫҫӗ. Вӗсем виҫҫӗшӗ те тухса кайсан, вӑл вӗсене чӳрече витӗр пӑхса тӑчӗ, унтан турӑш ҫине пӑхса илчӗ те хуллен кӑна:— Турӑҫӑм — пулӑш вӗсене!.. — терӗ. — Ҫав пӗр пусшӑн-и? Эмиль хӑйне ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын пек кӑтартасшӑн пулса, стена еннелле пӑхса, стенана чӗрнипе чакаласа тӑратчӗ. Никам та пӑхӑнтарайман сана, халӗ акӑ вилмелли вӑхӑту ҫитрӗ… Знаменскисен чапӗ канӑҫ памасть-им сана? — тӳсеймесӗр кӑшкӑрчӗ юлашкинчен Бурназян. Аркадий Павлыч ҫемҫе те кӑмӑллӑ сасӑпа, сӑмахсене татса каласа, кашни сӑмаха хӑйӗн шӑршлӑлатнӑ илемлӗ уссисем витӗр хавасланса кӑларнӑ пек калаҫать; ҫавӑн пекех тата калаҫнӑ чухне вӑл француз сӑмахӗсене, тӗслӗхрен: «Mais c`est impayadle», «Mais comment donc!» тата ытти пуплевсене те хуша-хуша хурать. Каллех ҫав туйӑмсемех ҫӗкленсе хӑпараҫҫӗ. Халь вара ӑна ҫак хӗрес нимӗн те мар пек туйӑнчӗ. Хӑйне офицер тӑвас пирки ҫаплах ӗҫ тухсах ҫитеймерӗ-ха, ку вара халӗ Оленина пушшех те интереслентермерӗ. Нихҫан та курман, маншӑн питӗ тӗлӗнмелле пулчӗ! — Ҫунтарас! Мӗскершӗн эсир сывлӑх сунма та килместӗр? — юрлаттарса ячӗ Раиса Александровна. «Эх, лаша пулмасан! пуҫланӑ пулаттӑм, тупата хам та ташлама пуҫланӑ пулӑттӑм», савӑнса кӑшкӑрчӗ Тарас. Хӗвел ҫуттинче сӗрен кӗперри пек йӑлкӑшса илсе, сывлӑшра кӑшт тӗтӗмлӗрех ҫур ункӑ туса ҫаврӑнса, бутылка ҫерем ҫине ӳкрӗ, танк патне пӗр пилӗк метр ҫитеймерӗ. Колхоз правленийӗн картишӗ тӗлне ҫитсен Давыдов ҫул ҫине ларчӗ. Яра кунӗпех, фортран вӑйӑ вырӑнӗ патне кайнӑ чухне, уҫланкӑра тӗл пулнӑ чух, тискер ӑйӑрсем шутсӑр хӑрамалла хыҫҫӑн хӑваласа пынӑ вӑхӑтра, Морис Джеральд ҫавӑнта Луизӑна хӳтӗлекенӗ пулнӑ чух, прерире — кӳлӗ патӗнче канса ларнӑ минутӑсенче, каялли ҫул ҫинче, Морисӑн хӑйӗн килӗнче пулнӑ чух та, — Луизӑн юлташӗ унпа ҫепӗҫ кӑна калаҫнӑ, унтан ытла мар. — Тӗрлӗ. Пӗррехинче ҫапла Григорий Александрович кулас тесе кӑна: эсӗ аҫу кӗтӗвӗнчен чи лайӑх качака такине вӑрласа килсен, сана вунӑ тенкӗ парӑп тесе каланӑ. Мӗн тейӗр эсир? Пӗррехинче Наташа килчӗ. Пӳлӗме иодоформ шӑрши туллиех сарӑлнӑ. Вӗсен хушшинче пӗр пӗчӗк тумлам юрату та пулман-ҫке-ха… Ӗлӗкрех вӑл ун ҫине йӗрӗнсерех хӗрхенсе тата нимӗн хумханмасӑр пӑхкалатчӗ, халь хӑйне пачах та урӑхла туять… Ӗнертенпе барометр юпи анмарӗ. Калама ҫук тӗлӗнмелле салтаксем. Сӗтел ҫине аллипе таянса, Монтанелли тарӑн шухӑша кайрӗ. Ҫак яштака ача никам пӗлменскер пулнӑ, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче никам пӗлменлӗхӗн пур хӑрушлӑхӗсене те пытарса тӑнӑ. Хӑй пӑхса ӳстерсе ҫын тунӑ чӗрӗ чун ҫинчен Симурден час-часах аса илнӗ. Ҫав аса-илӳсем унӑн чӗринче яланах пулнӑ, пысӑк ӗҫсем пулса иртни те вӗсене сӳнтерме пултарайман. Ҫав ҫуртра ӗмӗрлӗхех пытанса ларас ҫук вӗт-ха! — Пысӑк тав сире. Ахӑртнех, хӗлле те вӗҫсӗрех лавҫӑра шӑнса ҫӳренӗ май йӑлана кӗнипе-ши, вӑл халӗ те утса пынӑҫемӗнех пӗҫҫисене аллисемпе ҫапса, тӑпӑртаткаласа илет. Вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне тайрӗ. Лось вырӑн ҫинчен ҫӗкленнӗ авӑкра чӳречерен йывӑҫсен тӑсӑлчӑк мӗлкисем курӑнатчӗҫ ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗри, Назарка, ӑна пырса тытиччен малтан хӑйӗн хӗҫне тепӗр майӗпе тытса чылайччен йӗннине хураймасӑр муталашрӗ. Анчах вӑл хӑйӗн хатӗрӗсем пӗтсе пынишӗн питӗ пӑшӑрханса, ҫак вӑхӑтра хӑярсем ҫав тери хакланнӑ пирки тата вӑл ҫакнашкал япала шухӑшласа кӑларнишӗн хӑйне хисеп туса мӗн те пулин памашкӑн ыйтрӗ. Эпӗ ӑна кучченеҫ вырӑнне кӑштах укҫа патӑм. — Сикрӗмӗр-и! Ҫамрӑк ҫын тӑма хӑтланчӗ, анчах Уэлдон миссис ӑна хӑй ыталаса илме васкарӗ. Пирӗн майлӑ пек пулма тӑрӑшать. — Текех ӗнтӗ нимех те пулмасть пулмалла. Эпир капитанӑн пуҫне ҫӗклерӗмӗр. Анчах майор, хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытма приказ парса ӗлкӗриччен малтан, пӗр ӗҫ ҫинчен астутарма ыйтрӗ. Лере, тинӗс хӗрринче, вӗсем вӗҫӗмсӗр нумайӑн пек туйӑннӑ, ҫак пӗлӗтсем ҫанталӑк тӳпине — чӗррӗн те ӗмӗтленсе ҫиҫекен, хӑйсен таса ҫутипе этеме те аслӑ шухӑша яракан тӗрлӗрен тӗслӗ ҫӑлтӑрсемпе — миллион ылтӑн куҫсемпе, ыйхӑллӑ тинӗс ҫинче урӑх нихҫан та йӑлкӑшма парас мар тенӗ усал сӑлтавпа — яланах ҫапла шуса хӑпарассӑн туйӑннӑ. Корчагин ун куллинче вӑрттӑн хурланнине, кӑмӑлӗ хуҫӑлнине сиссе илчӗ. Судье те кӑмӑллӑччӗ, турӑ канлӗх патӑр… — Манмастӑп… — Айртон, — терӗ вӑл татах, — эпӗ ыйтнисем пирки эсир каласа параттӑр пулӗ тесе шанатӑп эпӗ. Анчах, пуринчен малтан, ҫакна каласа парӑр: сире Айртон е Бен Джойс тесе чӗнмелле? — Тасал эсрел патне! — ахӑрса ячӗ сасартӑк Золотухин. Компасшӑн хӑранипе Том кӑшкӑрсах ячӗ. Пӑрахут ҫинчен ун патнелле нимӗнле шав та илтӗнмен: ҫамрӑксем йӑвашланса кайса, шӑпах лӑпланса ларнӑ, ытла ывӑнса ҫитнӗ ҫынсем яланах ҫавӑн пек пулаҫҫӗ. Каярахпа шухӑшласа пӑхрӑмӑр та эпир, мӗн пулса тухать-ха капла? — Чимӗр-ха, ӑҫта каятӑр эсир? — Коммунизм патне, тӑванӑм. Чӑн-чӑн коммунизм патне. Эпӗ Карл Маркса та, Коммунистсен партин чаплӑ Манифестне те вуланӑ. — Епле пысӑкланнӗ эсӗ! Ҫитӗннӗ ҫын пекех пулнӑ! — тесе хавхаланать Гарри Грант. Хулара чан сасси янӑраса кайрӗ. Ухтищев мужик ҫине кӑшкӑрнӑ. — Мӗнле ыйтупа?.. Мӗншӗн-ха? Анчах сулахай енче хӑях чӑштӑртатнине илтсен, ун хушшипе кукӑр-макӑр йӗр хӑвӑрт чупса кайнине курсан, унӑн пичӗ хӑях пекех симӗсленсе кайрӗ, куҫӗ майӗпен лупашкинчен тухма пуҫларӗ… Сахал ачаллӑ латин класӗ вӗренсе ҫитернӗ фразӑсене каларӗ. Митя анкартисемпе пахчасем витӗр Кистенӗвка ращинелле утрӗ. — Диарбекиртан вырӑс Арменине ҫити ҫуран утрӑм, унтан вара Кавказ урлӑ кӑнтӑр Раҫҫее ҫитрӗм, Одессӑра пултӑм, — мана пӗтӗмпех вырӑссем пулӑшрӗҫ. — Астӑвӑр, ачсемӗр! — ян кайнӑ подрядчикӑн уҫӑ та лӑпкӑ сасси. Манӑн хырӑма ун чухне шӑнӑр туртнӑ пекех туртса пӑва пуҫланӑччӗ, — ку ӗнтӗ апата вӑйлӑ ҫиме юратакан йӗкӗтшӗн пӗрре те кӑмӑла каякан япала мар. Кунсӑр пуҫне, пӗр вӑхӑтрах юратма пӑрахса, ҫӗнӗрен юрату пуҫласси — малтанхинчен икӗ хут вӑйлӑрах юратни пулать. Кунталла килет. Акӑ мӗне ӑнланатӑп эпӗ — ачасем тӗнчипе, пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх, пурте, пур ҫӗрте те — пӗр тӗллев патне пыраҫҫӗ! Лешӗ, вырӑн ҫинчен анмасӑрах, сандали тӑхӑннӑ урипе Павела ҫурӑмӗнчен тапрӗ. Тӳрех тӗкӗр патне чупса пытӑм. — Эпӗ те калатӑп, — ярса илчӗ Ергушов. — Ара, пӑх-ха унта, епле тӗттӗм унта. Калаҫма килӗшетӗр-и эсир? Малти лини патне ҫитме май ҫук. Эпӗ сарай хыҫне пӗр шиксӗр кайрӑм, анчах йӗркеллӗн вырнаҫса ҫеҫ ларнӑччӗ, вӑл, ҫӗр ҫӑтманскер, ҫитсе те тӑчӗ, ман пата утса пырать, пуҫне пӑрнӑ, ман ҫине сиксе ӳксе, аяк пӗрчине пырса тӳнккесшӗн. Ку, тӑванӑм, тӗрлӗ япала. — Вӑл ҫапла каларӗ те! «Вӗсене пирӗн председатель хатӗрленӗ чухнехи пекех перет. Хӗрӗх пин марсиан арсенал патнелле ҫывхарать. Хӑнӑхнӑ йӑлапа шӑлсӑр ҫӑварне ал лаппипе хупласа, Давыдов та кулать, Нагульнов ҫеҫ тарӑхса кӑшкӑрчӗ: — Ку мӗн тамаши вара? Ӑна ӑсатса ярсан, вара кӑшт выртса канӑр. — Вӗсене. Пайтах вӑхӑт эпӗ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрерӗм, пур тӗкӗрсем ҫине те е сюртукӑн тӳмисене ҫаклатса, е ӑна йӳле ярса, е ҫӳлти пӗр тӳмине кӑна ҫаклатса пӑхрӑм, мана пӗрмаях питӗ хӳхӗм пек туйӑнчӗ. Кӗлтуса пӗтерсен, Дмитрий ман патӑма вырӑн ҫине выртрӗ те, чавси вӗҫҫӗн таянса, йӑваш та вӑтанчӑк сӑнпа ман ҫине чӗнмесӗр вӑрах пӑхрӗ. — Чӑн, вӑл ҫапла! — терӗ вӑл кулкаласа. Ывӑнса ҫитнӗскер вӑл, чӗм-шыва ӳксе, хӑй пурнакан ҫӗре, Васильевски утравӑн вунпиллӗкмӗш линине сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ, таса мар шыв тӑкнӑ, йытӑсемпе кушаксем йӗрлесе пӗтернӗ пусма тӑрӑх йывӑррӑн сывласа хӑпарчӗ. «Ну, — тет генерал, — кала: Дубровские эсе ӑҫта тӗл пултӑн?» Хӗвел пӗҫертсе ячӗ пулмалла, хӑмла ҫырли те кун пекех нумай ҫимелле мар. — Эсӗ хӑҫан та пулин заводра пулнӑ-и? Кошевоя ҫӗнӗрен суйланӑшӑн ыттисем савӑннӑ-и, савӑнман-и — паллӑ мар, анчах Бульба ҫав тери савӑннӑ: вӑл унчченхи кошевоя тавӑрнӑ; кунсӑр пуҫне тата Кирдяга ун тахҫанхи юлташӗ пулнӑ, вӑл унпа ҫӗр ҫинчи тата тинӗс ҫинчи походсенче пулса ҫапӑҫу терчӗсемпе йывӑрлӑхӗсене пӗрле тӳснӗ. Варенька ним те калаҫмарӗ. — Чӑннипе илсен — унран япӑхрах япала та ҫук пулӗ. Ҫулсем уйрӑлса каяҫҫӗ-и? Хӑй эмеллесе хӑтланни ӑна ҫӗнӗлле майлӑ курӑна пуҫларӗ: кушак аҫине усал туни ачана та усал тунӑ пек пулма пултарнӑ. Ҫапӑҫма вӑл пӗлместчӗ, ҫитменнине аллисем те унӑн ман алӑсенчен кӗскерехчӗ, — пӗр-ик-виҫӗ хутчен тытӑҫса илсен, вӑл мана парӑнатчӗ, ҫурӑмӗпе хапха ҫумне хӗсӗнсе тӗлӗнсе калатчӗ: — Ну, тӑхта-ха, ҫитӗ! — тетчӗ. Ҫаксене пурне те вӑл питӗ ӑста, илемлӗ каласа панӑ, Оленин вара вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗ. — Эсир тухса кайнине епле асӑрхамарӗ-ха? Вӑл питне пытарас тесе пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе тайӑлчӗ, вара Монтанелли ку: «Кайӑр» тенине пӗлтернине ӑнланса илчӗ. Пӗрлешсе, трехрядка туянмалла-и? Чӑнах та, ҫийӗнчи тумтирӗ начартарах пулин те, сӑмахӗсем чӑрсӑрлӑхпа палӑрса тӑратчӗҫ, вӑл пӗртте ахаль матрос евӗрне килместчӗ. Пуринчен ытларах ӑна штурман е хӑйне пӑхӑнтарма хӑнӑхнӑ шкипер теме пулатчӗ. Кӑларчӗҫ-и ӑна? Паровоз, ӑна никам пӑхман пирки, хуллен-хуллен чарӑна пуҫларӗ. — Паллах, хатӗр! — хушса хучӗ Геркулес. Хайне хӑй астумасӑр, Марийка вӑрман хӗрринелле чупса тухрӗ. Вӑл ӗмӗрех хыпаланнӑ, васканӑ; иртенех тӑвӑр виц-мундир тӑхӑннӑ та ҫав тери ҫӑтӑ-ҫӑтӑ галстук ҫыхнӑ, тӑраниччен апат ҫинчен, тӑраниччен ӗҫмен, пӗрмаях хушусем парса ҫӳренӗ. Пурте пӗлеҫҫӗ: сан пуҫунта ним те ҫук. Нихҫан та ним те пулас та ҫук. Эпир ӑсран кайнӑ ҫынсем пек, тӳрех ҫав хӑрушӑ япала патне ҫывхарса пыратпӑр, ку тискер кайӑк ҫиес пулсан, кунне ҫӗр кита ҫӑтса ярсан та тӑранас ҫук. Эпӗ чӗркуҫҫи ҫине тӑтӑм та, ача ҫине пӳрнепе кӑтарта-кӑтарта, хамӑн хуҫана хӑй ачине каҫарма йӑлӑнтӑм. — Мӗн тума? Вӑл ман ҫине ырӑ куҫпа пӑхрӗ, чӑмлам пек туса тутине тӑсрӗ. — Кантурта хӑвармалла, эп хушмасӑр тӑкакламалла мар. Пӗр хушӑ ӗнтӗ шӑплӑхра тӑмана кӑвиклетни, пума хытӑ янӑратса ҫухӑрни тата выҫӑ кашкӑр салхуллӑн улани ҫеҫ илтӗнкеленӗ. Ҫак ҫын ман ҫине Валька пекех ырӑ кӑмӑллӑ та кӑштах ухмахрах кӑтартакан куҫӗсемпе пӑхнӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Эпӗ Тонкошеев пирки каласшӑнччӗ… Пӗри ҫех хӑрататчӗ те чаратчӗ мана: мӗнлерех пулӗччӗ-ши Олеся, модӑпа ҫӗлетнӗ кӗпе тӑханса, ман юлташсен арӑмӗсемпе хӑна пӳлӗмӗнче калаҫаканскер, легендӑсемпе те вӑрттӑн вӑйсемпе тулнӑ ватӑ вӑрманӑн ҫак тӗлӗнсе хытса каймалли кӑшӑлӗнчен уйӑрнӑскер, — кун пирки вара эпӗ уйлама та хӑю ҫитереймен. Икӗ тусӗ те темӗн чухлӗ туртӑнса кутӑнлашрӗҫ пулин те, вӗсене хире-хирӗҫ тӑратрӗҫех, мӗншӗн тесен, икӗ енчен те пулӑшакан хӑнасем йышлӑн пулчӗҫ. Вӗсене халь-халь ҫитеҫҫӗ пулӗ тесе кӗтеҫҫӗ… анчах ак эпир киле те ҫитрӗмӗр». Хӗрӳллӗх, хаярлӑх, хӑйне хӑй пӗлми пулни. Таврара тахҫанах типсе кайнӑ, анчах ҫаплах турачӗсем ҫинчен ӳкмен мушмул чечекӗсенчен тухса тӑракан миндаль шӑрши кӗрет. Антон Пафнутьич пуринчен те кая юлса пырса кӗчӗ; вӑл ҫав тери сӑнран ӳкнине кура, пурте тӗлӗнсе кайрӗҫ, Кирила Петрович вара тимлесех унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Тӗлӗнмелле ҫын пулас вӑл. Кун пек ҫӳп-ҫаппа тек манӑн куҫӑм та ан куртӑр! Джон Мангльс лартса пӑхнӑ термометр Цельсипе 80 градус кӑтартрӗ. — Пурне те шутсӑр хӗрхенетӗп эпӗ, — терӗ вӑл, — тӑваттӑмӗш ҫул вӗсемпе пурӑнатӑп вӗт эпӗ, пурне те пӗлетӗп… Тепӗр чухне инкӗшӗн ҫав ҫемҫе кулли ӑна кӳренӳллӗ пек те, кӳренмелле пек те туйӑнать, ҫавӑн пирки вара вӑл, айӑпа кӗнӗ ҫын пек пулса, ҫӗрелле пӑхса ларать. Вӑл ытла хӑрасах ӳкнӗ теме те ҫук, мӗншӗн тесен тӑшман пеме чарӑннӑ пулнӑ, хӑранинчен ытла ӑна хӑй крепость тулашӗнче, хирте тӑни ҫинчен шухӑшлама хӑрушӑрах пулнӑ, темӗнле ӑнланмалла мар, тӗлӗнмелле япала пулнӑ ку уншӑн. Мӗншӗн вӗсене ҫак хӑрушӑ ҫурта питӗрсе илнӗ? — Александра, — тимлӗн кӑшкӑрса каланӑ Фома. Вӑл чарӑнса тӑчӗ те йытта хӑй патне чӗнчӗ. Динго ирӗксӗррӗн ҫывхарчӗ. — Вӑси! — терӗ Дик. Кунта, шыв хӗрринче вӑл, пирӗн хӗрсемпе пӗрле вӑй вылять, уйӑх ҫутинче ӑшӑнать. Пуринчен те хытӑрах, ҫине тӑрса, пуринчен те ытларах хортан уйрӑлса кайса хула пуҫӗ Воропонов, урапасемпе сутӑ тӑвакан купец ывӑлӗ юрланӑ; самӑр, хӗрлӗ сӑн-питлӗ, перламутртан тунӑ тӳме тӗслӗ куҫлӑскер, вӑл хӑйӗн ашшӗнчен, пурлӑхпа пӗрле, пур Артамоновсене те чунтан, нихҫан ҫураҫмалла мар курайманнине илсе юлнӑ. Кунта лашасене ҫитерсен, эпир ҫыран хӗрринчи ансӑр ҫулпа, сӑртсен хӗррипе тинӗс хушшинчи хӗсӗк ҫулпа пырса пӗр чарӑнмасӑрах Бронтеркри «мӑн чиркӳ» патне ҫитрӗмӗр; унтан тата тепӗр миль инҫерех тӑракан Гвальфиордӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗрринчи 3аурбеертир кивӗ чиркӗве ҫитрӗмӗр. Ытти ҫынсем тунӑ пек тӑвакан ҫынсем кӑна ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсен хисепӗнче тӑраҫҫӗ. — Тытӑттӑмччӗ эпӗ, тытмалла пулсан… ӑҫтан-ха ман пек пӗчӗк пӳллӗ ҫыннӑн тарӑн шывра тӑма май пур? Вӑл ҫӗршыври чи аслӑ чиркӳ ҫинчен ҫырса пӗлтерни. Вӑл мана вӑратса ыйтрӗ: — Эс мӗскер ҫыратӑн ҫак? Степа майӗпен ҫеҫ ура ҫине тӑчӗ те, чӗркуҫҫине тасаткаланӑ хыҫҫӑн, Валькӑна питӗнчен ҫупса ячӗ, куҫӗнченех тивертрӗ пулмалла, Валька суккӑр пек аллисене сулкаларӗ. Леноре фрау ҫаплах-ха «хуҫалӑх» пирки калаҫрӗ. «Ку хама хам ытлашши хӑранипе пулчӗ пулмалла, ҫемҫелсе кайрӑм ҫав», — тенӗ вӑл хӑй ӑссӗн. «Авӑ сан килӳ!» кӑшкӑрса хӑварчӗҫ ӑна вӗсем, ыттисенчен пысӑк пӳрт ҫинелле кӑтартса; ҫав пӳрт — голова пӳрчӗ пулнӑ иккен. Вӗлерни ҫинчен вӑл ӑҫтан кайса калама пултарать-ха? Вара ман ҫав ҫитменлӗхе тӳрлетрӗҫ: ман ҫурӑм ҫине вӗсем ятарласах курпун туса хучӗҫ те чӑлах алӑпа чӑлах ураран май пур таран усӑ илме тӑрӑшрӗҫ. Темӗнле, генерал асӑрхаттарса каланӑ пирки мар, пачах урӑх сӑлтавпа, паян ир иккӗмӗш хут килсе тухрӗ ку савӑнӑҫ. Ҫураннисем пӗр-пӗрине ҫавӑтса, пӗр-пӗринпе хыттӑн калаҫса пыраҫҫӗ. Сӑртсен урлӑ провинцин ҫурҫӗрти чиккинче Уиткомбӗ вара Тандиль сӑрчӗн хӗвелтухӑҫӗнчи тайлӑмне ӑҫтан тухса каймаллине Ракапа айлӑмӗнче тӗл пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах тата тепӗр ҫын кӑкарнӑ лашасем хушшипе шӑвӑнса кайнине кураҫҫӗ. — Апла пулсан, команчасем ун ҫинчен скальп сӗвсе илӗҫ, сеньор капитан, Эсир Каса-дель-Корвӑна таврӑнса, канӑҫлӑн ҫывӑрма пултаратӑр. Терраса ҫине тухмалли алӑк хыҫӗнче, тӗрлӗ тӗслӗ кантӑксен ҫур унки витӗр хура пӗлӗт, симӗсӗн-кӑвакӑн ҫуталса, ялкӑша-ялкӑша илни курӑнчӗ, анчах халӗ вӑл чуна хӑратмарӗ ӗнтӗ. Петр ун патнерех улӑхрӗ те, стена тӑрӑх аллипе хыпашласа, темле ҫын, тен, ҫӗр ҫул каярах вилнӗскер-и, чул ҫине чӗрсе ҫырса хӑварнӑ хаяр шухӑшлӑ афоризм тупрӗ: Помни смертный час, Помни трубный глас, Помни с жизнию разлуку, Помни вечную муку… Кашни оратор кӳршӗ чӑрмантарман пулсан татах та ытларах тума пулатчӗ тесе ӗнентерчӗ. Шурӑмпуҫ еннелле ҫаврӑнса ларнӑ та вӑл, куҫне хупнипех ларать. — Михайли епле? — терӗ амӑшӗ. — Качакине шыраса тупмаллах! — приказ пачӗ Тимур. Тӳсетӗп. Камерон генерал форт тулашӗнче пӗр хӑрамасӑрах ҫӳрейместӗп тенӗ, мӗншӗн тесен ӑна кашни тӗме хыҫӗнченех маориецсем хупӑрласа илме пултарнӑ. Эпӗ пӗр-пӗччен тытакан влаҫа, кил-ҫуртра арҫын хуҫа пулмаллине ҫеҫ йышӑнатӑп. Хӑшпӗр Совет астрономӗсем Марс ҫинче те, Ҫӗр ҫинчи пекех, кӗркунне хӑйсен ҫулҫисене тӑкакан хурӑнсемпе юмансем е лӑсӑллӑ йывӑҫсем пек ӗмӗр симӗс ларакан ӳсентӑрансем пур тесе шутлаҫҫӗ. Пророкла питлени ку… — Тата эпӗ! — тесе сиксе тӑчӗ Роберт. Ҫыран хӗрри чӗрӗк миля таранах анни те пулкалать, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн анать те анать вӑл, юлашкинчен, ҫуллахи вӑхӑтра шыв хӗрнех ишсе ҫитет. Кӑлӑхах ҫумламан ҫав тата. Тырӑ тухӑҫлӑхӗ ытларах пулнӑ пулӗччӗ. Мана: 8-мӗш рота каять, тетчӗҫ, — терӗ Оленин. Кунта пӗр пекарь ҫӳрет… Мӗншӗн Уотсон мисс кӑшт мӑнтӑрланасчӗ тесе кӗлтумасть? Ҫав вӑхӑтра кантӑкран ҫӗнӗрен ҫӗнӗ хуласем, фермӑсем курӑна-курӑна юлчӗҫ. Эпӗ юлашки кунсенчех ҫав плана хирӗҫ пулнӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл мана иккӗлентерме ҫине тӑрсах тӑрӑшать тата кӗҫнерникун, кунта халӑх турра кӗлтума пухӑнсан, Ривареса алла хӗҫпӑшал тытсах ирӗке кӑларма тӑрӑшӗҫ, ҫавӑ юн тӑкнипе ҫеҫ пӗтме пултарать, тесе ӗнентересшӗн… Гриша выляни мана яланах килӗшетчӗ. Ҫав салтак инспекторла тӗрӗслевре икӗ хутчен ҫӑхав парса пӑхнӑ, анчах нимӗн усси те пулман. «Гусев мар пуль те?..» Ун ҫине мӗн ҫырни пӗтӗмпех иртнӗ пурнӑҫ, вӑл вара хӑйӗн пӗтӗм шухӑшӗпе, пӗтӗм пурнӑҫӗпе пуласлӑха куҫрӗ. Вӑл хӑй сӑмахне пӗтерсен, Павел хӗрхенсе каласа хучӗ: — Хам килте пулнӑ пулсан — эпӗ ӑна ямастӑмччӗ! Испанирен хуса кӑларнӑ мусульмансем Гибралтар проливӗн тепӗр енне, Африка ҫыранӗ хӗррине пырса вырнаҫнӑ. — Халлӗхе ҫук-ха. Вӑл, штурвала тӑрук ҫавӑрса, карапа ансӑр авкаланчӑк хушша кӗртрӗ. — Юрать. Урамалла хыҫӗпе тухакан улпут картишӗ таврашӗнче яланах пулса иртекен ӗҫ пырать: тӗсӗ кайнӑ ситец кӗпе тӑхӑннӑ хӗрсем каллӗ-маллӗ чупкалаҫҫӗ; улпут картишӗнче ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем пылчӑк ҫинче сӳрӗккӗн утса ҫӳреҫҫӗ, чарӑнаҫҫӗ те шухӑшлӑн ҫурӑмӗсене хыҫаҫҫӗ; десятскин кӑкарса хунӑ лаши наянӑн хӳрине суллать, пуҫне ҫӳле ҫӗклесе, хӳмене кышлать; чӑхсем кӑтиклетеҫҫӗ, чахоткӑллӑ кӑркка амисем чарӑна пӗлмесӗр пӗр-пӗринпе пакӑлтатаҫҫӗ. Ун шухӑшӗпе килӗшнӗ. — Ӑҫта каятӑр вара эсир? — Ҫапла вӑт, анчах пурте кӗскерех пулчӗ! Шырама кайни Ӑсран кайнӑ ашшӗ юнланса пӗтнӗ йӗнер ҫине сиксе хӑпарса, тӳрех форталла чуптарнӑ. — Ҫук, чунӑм! Анӑҫ енчи тӳпере ҫак каҫхи ҫӑлтӑра кураймасан, Хӗвел тухиччен ҫур сехет маларах хӑвна ыйхӑран вӑратма кала. Пӳртрен тухса тухӑҫалла пӑх: тен, эсӗ унта ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшакан ирхи ҫӑлтӑра курӑн. Тӗслӗхрен, хӑш та хӑш ҫын часах начар вилӗмпе вилмелле иккен, эпӗ ҫакна унӑнне халех питӗнче вулатӑп, ман унпалан калаҫма та кирлӗ мар. Вӑл нимӗн туйми пулнӑ, пичӗ кӑвакарнӑ, алли ури шӑнса кӳтнӗ. — Пурӑнӑҫ вӑл — Униҫҫӗ мар! — тетчӗ вӑл. — Мӗн тума кирлӗ сана шапасем, улпут? — ыйтрӗ унран пӗр ачи. — Григорьев, ма эсӗ мана паллаштармастӑн? — Мухтав турра! Ҫавна тумасӑрах пӑрахса тарӑн-ши вара эс? Ун ҫинчен эпӗ халӑх умӗнче каласа парас тетӗп-ха. Тислӗк тулса ларнӑ картаран асӑрханкаласа тухсан, Мухортый вы^ама тапратнӑ, унпа пӗрле ҫӑл патнелле чупса пыракан Микитене тапасшӑн пек пулса, вӑл кайри урине ҫӳлелле хӑпартса янӑ. Вӑл ҫапкаланса ҫӳренӗ хушӑра Андрей ӳссе тӑсӑлса кайнӑ, тӗрекленнӗ, пысӑк та хитре каччӑ пулса тӑнӑ, Лопуховсен йӑхӗнче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек чаплӑ каччӑсем ҫитӗннӗ. Вӑл иккӗмӗш стакан ӗҫнӗ хушӑрах калаҫма пуҫларӗ; вӑл ӗлӗкрех мана курнине аса илчӗ, тен, аса илнӗ пек пулчӗ-и, вара эпӗ унран мана вӑл вӑхӑтра питӗ тӗлӗнтернӗ тата хуйха ӳкернӗ ҫак повеҫе илтрӗм. Вася тахҫан шӑрпӑк заводӗнче ӗҫленӗ; Ирхине нимӗҫсем килсе ҫитрӗҫ. Манччен ик эрнесем йӑпаннӑ пулас вӗсем ҫакӑн евӗр, ман хыҫран та уйӑхран кая мар пулӗ-и, тен. Пурте пысӑках мар вӗсем, анчах кашни ҫырӑвӗнчех этемӗн виҫесӗр пӑшӑрханӑвӗ, сӳнме пӗлми ҫутӑ шанчӑкӗ пур пек. — Акӑ, каласа патӑр-ха вӑл пире: мӗнле пӑхать вӑл тем те пӗр усал сӑмахсем каласа ятлаҫма пӑрахасси ҫине? — Вӑл ытла ырханланса кайрӗ. Каса-дель-Корво хапхинчен тухса, вӑл хӑй пӗлекен сукмакпа прериелле кайнӑ. Ярӑп-ярӑп хӑтана,Качча тухӑн-ха мана,Лартса йӗртӗп-ха сана». — Ҫапла каларӗ те Прохошка, ҫавӑрӑнса кухньӑна кайрӗ. Кӑнтӑрла чиперех, лӑпкӑ, тет, сас-хура илтӗнмест ун ҫинчен; анчах кӑшт тӗттӗмленме пуҫласанах тӳрех пӳрт тӑррине пӑх: мӑръе ҫине утланса ларма та ӗлкӗрнӗ, йытӑ, йӑхӗ…» — Вилӗ кушак. Пачах та урӑхла — кунта пурте ӑна илӗртмелле. Ывӑлна илсе кил — ҫӗн ҫурта куҫнӑ майпа хӑнасем чӗн. Ӑнлантӑн-и? Эпӗ хӑвӑрт квартал йӗри-тавра чупса ҫавӑрӑнтӑм та каллех чӳрече патне ҫавӑрӑнса килтӗм, анчах ҫуртӗнче музыка каламастчӗҫ, форточкӑран урамалла савӑнӑҫлӑн шавлани тӑвӑллӑн янраса тухатчӗ, ку ӗнтӗ пӗртте хурлӑхлӑ музыка пек марччӗ, ҫав музыкӑна эпӗ тӗлӗкре илтнӗ темеллеччӗ. Грузчик вӑрӑм сӑмах калама юратмасть, анчах унӑн ҫак кӗске сӑмахне те паҫӑрхи сасах пӳлсе лартрӗ: — Ара, партире тӑманнисем каяҫҫӗ-ҫке? — Вӗҫтер-ха нӳхрепе илсе кил. Пар эсӗ ӑна мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпа! Патша, тусам маншӑн ҫак ыр ӗҫе, эпӗ ун чух сана хӑв пурнӑҫу мӗнлерех хӑрушлӑхра тӑнине уҫса парӑттӑм. Вӑл кайрӗ вара. Настасья Петровна Егорушкӑна тепре ыталарӗ, пирӗшти тесе ачашларӗ, унтан сӗтел ҫине апат лартма пуҫларӗ. Дик Сэндпа Геркулес мӗскӗн Самюэль Вернон шӑмми-шаккине пытарас тенӗччӗ ҫеҫ, сасартӑк Динго хӑрушшӑн вӗрсе ярса пӳртрен тухса вӑркӑнчӗ. Кай ман куҫ умӗнчен! Вӑл Блефуску империне ҫӗнтерсе илме шутларӗ пулмалла. Ӑна хӑйӗн наместникӗ урлӑ тытса тӑрса, вӑл унта хӑйӗн йӗркисене туса хума пултаратчӗ: унта пытанса пурӑнакан пуклак пуҫлисене вӗлерсе пӗтерме тата пӗтӗм Блефуску халӑхне ҫӑмартасене шӗвӗр пуҫӗнчен ҫӗмӗрттерме пултаратчӗ. Вара вӑл тӗнчере хӑй пӗччен ҫеҫ пуҫ-пулса тӑрӗччӗ. Анчах эпӗ императора ку шухӑшран тӗрле майпа пӑрма тӑрӑшрӑм. Паллӑ улпут. — Эсӗ темтепӗр лӑпӑртататӑн, — терӗ татах Сид. Эпир кунта шутласа пӑхрӑмӑр та, ҫапла йышӑнтӑмӑр: кашни колхозница-нянькӑна, апат пӗҫерекене кунсерен пӗрер ӗҫ кунӗ ҫырса парас пулать, заведующине государство палӑртнӑ тӑрӑх шалу тӳлеме тивет. Тоотпа Анубис пулӑшнипе чӗртес тесе, ҫапла пухнӑ хӑй мӑшӑрӗн сапаланчӑк пайӗсене ама-турӑ: «Мухтав сан хитре пуҫна сыхласа хӑварнӑ Абидос хулине, Озирис. Кукша пуҫ тухрӗ те васкасах картлашка ҫинчен анчӗ, урама тухмалли алӑк умӗнче чӗри ҫӑмӑллӑнах тапса ячӗ. Майорпа темле ӑнланмалла мар япала пулса иртнӗ. Пасарти мӗнпур ҫимӗҫе ҫак апат валли илсе пӗтерчӗҫ, ҫавӑн пирки судьяна тата унпа пӗр ҫуртра пурӑнакан диакӑн арӑмне хуратул пашалупе улма крахмалӗнчен пӗҫернӗ кӗсел ҫеҫ ҫиме тиврӗ. Обществӑна хӑтаракан Комитет сире чи пысӑк правасемпе Вандейӑна делегат туса ярать. Вӑранатӑп та хӑш-пӗр ирхине, уйрӑмах, тулта ҫил-тӑман ахӑрнӑ кунсенче, Егора аса илетӗп: акӑ вӑл пусма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпарать… Ҫавӑнпа король майри ятарласа ҫак ещӗкрен пӗчӗкрех — тӑршшӗ вуник фута яхӑн — ҫул ҫине илсе ҫӳремелли тепӗр ещӗк тума хушрӗ. Манӑн сана вӗлермелле пулать пулсан, эпӗ ӑна та вӗлеретӗп, вара никам та пӗлес ҫук ҫавна кам хӑтланинне. — Сирӗнтен иртме пултараймастӑп, сударыня, — терӗ Паганель, чӗвӗн тӑрса. Кунта католиксем кӑна мар. Эпӗ студентсене хирӗҫ калаҫмастӑп, паян вӑл — студент, ыран — прокурор юлташӗ. Вӑл пӗртте ытти чухнехи пек мар, йывӑррӑн утса кайрӗ, — пӗтӗм вӑйне пухса, хӑйне лӑпкӑ пулнӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ пулмалла. Вӑл питӗ кая юлса вӑранчӗ те пуҫӗ сӗрӗм тивсен ыратнӑ чухнехи пекех ыратнине туйса илчӗ. — Кам каларӗ сана? Анчах Кольхаун ҫав тери хӑвӑрт та ҫав тери аптӑраса кайнӑ пекле вӗҫтерсе пынӑ, Зеб ун умӗнче уҫӑ ҫӗртех тарсан та, вӑл ӑна курмастчӗ пулӗ. Нумай, нумай курӑн-ха ерӗшкесене… Каллех канав-и? — Итлӗр-ха, эпӗ сирӗнтен чылай аслӑ-ҫке — эпӗ сирӗн мӑнакку пулнӑ пулӑттӑм, чӑнах та; ну мӑнакку мар, акку. Мӗн пулнӑ ӑна? Эпӗ пит тӗлӗнтӗм: мӗншӗн тӗртмелле? Вӑл бутылкӑри эрехе ҫурринчен кая ӗҫнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ, бутылка пуҫне ҫӑварӗнчен кӑларчӗ. Никама систермесӗрех вӑл ывӑнма пӗлмен инвалид-баянист выляса ларакан зала кӗнӗ. Зиночка ӑна куҫӗсемпе халӑх хушшинче шырама та пуҫланӑ ӗнтӗ. Алексей ун ҫине пӑхса, хӑйӗн тикӗс те шурӑ шӑлӗсене кӑтартса кӑмӑллӑн кулнӑ, вара илемлӗ мӑшӑр каллех ташлакансем хушшине кӗрсе кайнӑ. Маркиз хӑйӗн кунтан каймаллине тинех астуса илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ривэра урӑх нимӗн те курман. Тепӗр кун ирхине, шӑп палӑртса хунӑ вӑхӑтра, эпӗ капансем хыҫне ҫитсе, тӑшманӑм пырасса кӗтсе тӑтӑм. Вӑл сӑхманне хыврӗ, Егорушка вара хӑйӗн умӗнче Робинзон Крузене курчӗ. Ҫав сӑмахсем пурте ман умра пурӑнӑҫа ҫутатса парса, ун хыҫӗнче темле хурлӑхлӑ пушӑлӑх пуррине кӑтартса паратчӗҫ, ҫил чухне пӗвери шыв ҫинче вӗт ҫӳп-ҫапсем ярӑнса ҫӳренӗ пек, ҫав пушӑлӑхра вара ҫынсем: «Ҫакӑн пек чышкаланса тӑни вӑл тӗлсӗр тата пире кӳрентерет» тесе калакан ҫынсемех вӗчӗркенсе, ним тулккӑсӑр ишсе ҫӳреҫҫӗ. Эсӗ вуланӑ-и… — Ӑна эсӗ каларӑн-и, Айртон? — тесе ячӗ колонист, Гленарванран пӗрре те кая мар тӗлӗннӗскер. Ку вара ун кӑмӑлне питех те каять. Эпӗ кӗнекесем вулама юратнине вӑл ырламастчӗ: — Вулас марччӗ санӑн, ҫывӑрасчӗ, — маншӑн тӑрӑшнӑ пек пулса канаш паратчӗ вӑл, анчах эпӗ мӗнле кӗнекесем вулани ҫинчен хӑй нихҫан та ыйтмастчӗ. Сасартӑк денщиксем мана каласа кӑтартаҫҫӗ: офицер-господасем закройщикӑн пӗчӗк арӑмӗпе тарӑхмалла та усал вӑйӑ выляма пуҫласа янӑ, — вӗсем кашни куллен тенӗпе пӗрех, пӗринче пӗри, тепринче тепри, ӑна запискӑсем ҫырса параҫҫӗ; вӑл запискӑсенче вӗсем ӑна юратни ҫинчен, хӑйсем асап тӳсни ҫинчен, вӑл чиперри ҫинчен ҫыраҫҫӗ. Ерофей Кузьмич хӑй тӑхлачипе килӗшӳллӗн калаҫса уйрӑлчӗ. Унта лӑпкӑ мар, — арестсем пулнӑ ӗнтӗ, темӗнле учителе тытса хупнӑ, асӑрханарах ҫӳремелле. Вара упа ун ҫинелле сулӑнчӗ те Киш тинех тарма тытӑнчӗ, хӑй тарса пынӑ май пӑр ҫине пӗчӗк муклашка пӑрахса хӑварчӗ. — Майор юлташ, ку вӑл нихҫан та пулас ҫук! — терӗ вӑл хыттӑн, кӑштах ҫиленнӗ сасӑпа. Аллӑра парӑр, аттеҫӗм, аллӑра, — тесе хушса хучӗ вӑл кӑштах тӑрсан, тутисене тӑсса. «Ҫамрӑк ҫынсем ачашланма ухатах мар», — тесе хытарнӑ вӑл ӑна. Ҫӗр ҫинче хӑрах вӗҫне ункӑ тунӑ кантра выртнӑ. Пур ҫӗрте те кӑвайт мӑкӑрланать, тӗрлӗрен ҫын сасси кӗрлесе, янраса тӑрать, шӑхӑртни, кӑшкӑртни илтӗнет, ут кӗҫенни, ӗне мӗкӗрни, пуртӑ сасси, урапасем чӗриклетни, ача-пӑча макӑрни илтӗнсе тӑрать… — Хӑваласа ҫитмерӗҫ, ҫултан инҫетелех пӑрӑнса кайрӑмӑр пулмалла, те вӗсем те аташса кайнӑ, — тенӗ Миките. Сана усранӑшӑн мӗн курма тивет ман? — Ҫак анчах-и? — ыйтрӗ Майданов. Ҫав ача чӑннипех те кӑмсак пек, каҫхи мӗлке пек ӳссе пычӗ, шуйттан ҫури пек мӗлтлетсе ҫӳресе, пӗрмаях куҫ тӗлне пулчӗ. — Кӑна мӑнакку каласа пачӗ-и? — ыйтнӑ Игнат, ҫӗкленсе кайнӑ ачи ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса. Капитан юлташ, документӑрсене кӑтартма сӗнетӗп… Ку вара хамӑра хӳтӗлеме кансӗрлет. Типӗ ҫӗр енчи вӑрманта хырсем, малта, пролив енче ҫавӑн пек хырсем тата ӗмӗр симӗс тӑракан юмансем ӳсеҫҫӗ. Павел аллисене ҫӗклесе малалла сиксе ӳкрӗ те, конторщик йывӑррӑн урайне тӗршӗнсе анчӗ. — Тапранма пултаратпӑр-и, сэр? — тесе ыйтрӗ Гленарванран Джон Мангльс. — Хӗр? Ҫак ӑнланма ҫук асар-писерлӗх витӗр леш сухаҫӑ вӑрӑммӑн та тунсӑхлӑн кӑшкӑрнӑ сасӑ тепӗр хут вӗҫсе иртрӗ те, вара сасартӑках пурте шӑпланчӗ. Тӗрлӗ вут ҫутипе ҫутатнӑ тата эрешленӗ каркӑҫӗ тӗлӗнче кӗмӗл укапа ҫӗлесе тунӑ тум тӑхӑннӑ кардинал кӗлетки ним хускалмасӑр ҫӗкленсе тӑрать. Вӑл ҫак сановникпа калаҫать. Пӗр сехет ҫитесси вунпилӗк минут юлчӗ; анчах Карл Иваныч пире ярасси пирки шутламасть те пулас: вӑл пире вӗҫӗмсӗрех ҫӗнӗ уроксем парать. Пӳлӗмрен пӳлӗме йӑркаса ҫӳреҫҫӗ, васкаса пӳлӗм кӗтессисене хыпалаҫҫӗ, вара хӑйсем хыҫӗнчен купи-купипе ҫӗтӗк-ҫурӑксем, ҫура-ҫура пӑрахнӑ минтерсемпе тӳшексем хӑварса, ҫӗклемӗн-ҫӗклемен япаласем илсе тухса каяҫҫӗ. — Врача апла калама юрамасть. Хӑшпӗр чухне эпӗ: «Англи тинӗс-океан хыҫӗнче, Бонапарт Калугӑри дворянсем хушшинчен тухнӑ», тесе шухӑшлаттӑм, вӗсем мантан юри кулаҫҫӗ пулӗ теттӗм. Ку хутӗнче инкекрен хӑтӑлсан, эпӗ кун каҫипех, ҫӗр каҫипех вырсарникунхи шкулсенче ирттеретӗп. Ҫапах та, Гаррис ҫул ҫинчи вӑхӑтпа шутланӑ тӑрӑх, ушкӑн асьендӑран пӗр ултӑ мильӑра ҫеҫ пулин те, каҫхине ҫынсем яланхи пекех асӑрхануллӑ пулчӗҫ. — Кашниех хӑйне турӑ епле пӳрнӗ пек пурӑнать, — тесе янрать кӗнекеҫӗн хулӑм сасси. Анчах эпӗ ҫав юлашки мужика, Филиппа е Сидора, курайми те пултӑм, уншӑн манӑн тар тӑкмалла, вӑл мана спасибо та калас ҫук… Кунта, кӑвайт патӗнче, эсӗ чӗрӗ, эсӗ вилместӗн. Вӑл аттене пӗччен тапӑнма хӑранӑ: атте ҫӳлӗ мар, анчах акӑш-макӑш вӑйлӑ ҫын пулнӑ. (Ачасем сехрисем хӑпнипе чутах анӑраса кайман.) Вӑт ҫапла, эпӗ хамӑн производительсемпе палӑртнӑ вырӑна ҫитрӗм, анчах манӑн производительсен те, ажиотажӑн та ӗҫ тухмарӗ… — Эпӗ ӑнланатӑп: хӑш-пӗр чухне вӑл та, хыҫалтан пыни те питӗ кирлӗ. Паян та авӑ колонна хыҫӗнче пытӑм. — Ну, вӗсемпе пӗрле пулнӑ эппин! Рульне каллех ҫиле хирӗҫле тытрӗ Джон. Аптрарӑм вӗсемпе… ку яхӑнта пӗрехмай шурӑ эрех ӗҫкелеҫҫӗ… Израэль Гэндс Ҫил, пире юрас тенӗ пекех, кӑнтӑр енчен хӗвеланӑҫ енне ҫаврӑнчӗ. — Эсир бухтӑна кӗрсе якорь ярас тетӗр пулсан, кунтан лайӑх вырӑн тупас ҫук, — терӗ вӑл. Ури ҫӗрме тытӑннӑ та, ӑна татма лекнӗ, анчах усси пулман. Юлашки вӑхӑтра палӑрнӑ фактсем ӗҫе улӑштармаҫҫӗ; хӑть те мӗн каласан та, вӑл айӑплине кӑтартса паракан ҫӗнӗ япала пӗртте ҫук. Йӗри-тавра тӗтре. Хӗпӗртесе итлерӗм ӑна эпӗ. — Юрӗ, аван, — терӗ вӑл. Пӗр прапорщик, улттӑмӗш е ҫиччӗмӗш ротӑранччӗ пулас, танлӑха ҫухатнӑ та ротӑран пӑтӑ туса хучӗ. Кай, тыт ӑна! — Мӗн вӑл сирӗн аллӑр ҫинче? — ыйтрӗ вӑл сасартӑк! Ерошка — кунта ӗҫ урӑхла; унпа пирӗн иксӗмӗрӗн кӑмӑл-туйӑм пӗр пекки пур — сунара ҫӳресси. — Ах, тур-тур, эсӗ, Константин! Турра шӗкӗр, саккӑрмӗш теҫетке ҫинче пыратӑп. — Эсӗ кун ҫинчен ӑҫтан пӗлетӗн? Вара вӑл ҫуна ҫине тӑрса утланма хӑтланнӑ, анчах хӑй йывӑр пирки ҫуна тайӑнса кайнӑ та вӑл каллех татӑлса аннӑ. — Эсир?! — Негоро хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ. — Хулара тӑрать, тӑванӑм, хулара, — терӗ тепри, обозпа ҫӳрекен ватӑ салтак, пулсах ҫитеймен шурӑ арбузне хуҫмалла ҫӗҫҫипе киленсех чаваканскер. Вӑл кам пулма пултарать-ши, Фелим? Лешсем тӗллемесӗрех печӗҫ пулмалла. Лосьпа Гусев вӗри тӑпра ҫине ларчӗҫ. Ҫак тахҫантанпа кӗтнӗ ҫӗр вӑл ӗмӗтленнине ҫитереймерӗ — ун таврашӗнчи ҫынсене, ӑна хӑйне хӳтлӗх те, канӑҫ та памарӗ. Хӑтарӑр ачасене! Тӑватӑ адвокат ҫеҫ хӑвӑрт хускалкаларӗ те, вӗсем пысӑк хура кайӑксем пек туйӑнчӗҫ. Вӑл ӗнер пирӗн патра хӑнара пулчӗ; атте унпа английски клубра паллашнӑ пулас та — хӑнана чӗннӗ. Ҫӑра сенкерлӗхре пӑрлӑх йӑлтӑртатать. Унтан вара пирӗн таптармалла пулчӗ, таптармаллахчӗ ҫав, мӗншӗн тесен нимӗҫсем те вӑхӑта кӑлӑхах ирттермерӗҫ. Тетка пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех лӑпланнӑ та тӗлӗрсе кайнӑ. Марс ҫинче тинӗссем, ешӗл ӳсентӑрансемпе витӗннӗ пысӑк шурлӑхсем пулмалла. Акӑ хура атӑ тӑхӑннӑ урасем курӑнса кайрӗҫ, акӑ пӗр мӑшӑрӗ, иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ. Эп Макар мар, вӗсем Макарпа ҫавапа чул каснӑ, манӑн кӑмӑл ун пек мар, эп унпа урӑхла пурӑнӑп», — ҫапла, хӑйӗн пултарулӑхӗпе Лушка пултарулӑхне ӳстерсе, хӑйӗн вӑйӗ ҫине ытлашши шанса, шутланӑ Давыдов. Амӑшӗн куҫӗ пӗҫерсе кайрӗ, ҫӑвар ӑшчикки темле йӳҫенчӗклӗн типрӗ. Хӑрушлӑх ҫывӑхра чухне, эсир ӑна инҫетре шыратӑр. Анчах сӑмахӑм яках тухмарӗ пулас манӑн, ӑнлантарса ҫитертӗм тесеччӗ, пӑхатӑп та: вӑл эпӗ мӗн каланине ӗненмест. «Эпӗ ӗмӗр-ӗмӗр ӳпкелешсе пурӑнма тивӗҫлӗ мар-ши? Хӑй чӑн-чӑн оратор пекех калать, унӑн сӑмахӗнче «ортодоксальнӑй марксистсем», «социал-шовинистсем» тенисем тата ыттисем те нумай пулчӗҫ, итлекенсем вӗсене, паллах, ӑнланаймарӗҫ. Куна вӑл ытарлӑ кулӑпа, савӑнӑҫлӑн каларӗ, анчах ун сассипе куҫӗсенче юри тунӑ, типӗ хӑпартланупа ютшӑну яр-уҫҫӑнах курӑнса, палӑрса тӑчӗ, унашкалне вара Ромашов, Николаевпа тӗл пулсан, юлашки вӑхӑтра тӑтӑшах асӑрханӑ, ӑна туйма ӑстӑнӗ те пит нумаях кирлӗ марччӗ. Каҫхине, вунӑ сехетсенче, шыв кукрин сулахай енче эпир темӗнле хула ҫутисене куртӑмӑр. Халлӗхе ҫывхармалла-ха ун патне. Ӗнер пӗтӗм организацине тарӑхтаракан ӗҫ пулса иртрӗ. «Пилигрим» ҫапӑнса арканнӑ рифсем халь типпе юлнӑ. — Питӗ хавас, — терӗ герцог. Пилӗк ҫул ӗлӗкрех ҫула май эпӗ Миргород хули витӗр тухсаттӑм. Пуринчен ытларах вӑл «Кунҫулӑм ман, кунҫулӑм» ятлӑ юрра юратать. Ҫак тӗксӗм пит-куҫлӑ ҫын, нихҫан кулса кӑтартман вӑрӑм сӑмсаллӑ господин, тӑрна пек утаканскер, хӑй ачишӗн хуйхӑрнӑ пекех, кашниншӗнех чӗререн хуйхӑрнине шкул ачисем ун чухне чухласа илеймен. Давыдов, ҫав катӑк шӑллӑ шуйттан, тӗрӗс калать… — вара, кӑштах именнӗ пек пулса, йӑл кулчӗ. — Вӗреннӗ ҫынсем. Анчах Уран пирӗнтен питӗ инҫетре те, ҫавӑн пирки ҫӑлтӑрсем хушшипе вӑл питӗ ерипен шунӑ пек туйӑнать. Унтан рубеж еннелле тӗтӗм мӑкӑрланса киле пуҫларӗ. — Аппа… — йӑлӑнуллӑн пӑшӑлтатнӑ Фома. Вырӑс эрехне кайса ӗҫсе пӑхмӑпӑр-и? — терӗ вӑл хӑйӗн землякне. Ывӑл та, кин те… — Кӑна та пӗлетӗр-и эсир? — ыйтнӑ Фома. Халь мӗн тумалла пулать ӗнтӗ унӑн, ҫавӑн пирки шухӑшлама тытӑнчӗ. Ҫавӑ ҫеҫ. Анчах ҫак вӑхӑтра король ун сӑмахне пӳлчӗ те аллине тӑсса:— Ара, ҫакӑ-и-ха вӑл манӑн вилнӗ пиччен ӗлӗкхи тусӗ, — терӗ, — ун ҫинчен-и-ха вӑл ман пата час-часах ҫыратчӗ? Юлашкинчен, интеллигенци ӗҫ-хӗлӗн характерӗ те улшӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтрах алӑк уҫӑлчӗ, кӗрхи нӳрӗ сивӗ ҫапрӗ, вара пӳлӗме хӗрелсе кайнӑ питлӗ, савӑнӑҫлӑ Софья кӗчӗ. Батальонта чух Лозневой эрнипех пӗр-пӗр хӑрушӑ ӗҫ сиксе тухасса кӗтсе пурӑннӑччӗ, анчах хальхи пек пулса тухасса вӑл пӗртте кӗтменччӗ: халь ӗнтӗ вӗсен полкӗн, ытти чаҫсене ҫӑлса хӑварасшӑн, пӗтӗмӗшпех пӗтмелле. Санӑн йытӑ пур-и? Теприсем пире халӗ те хӗсӗрлеҫҫӗ; анчах та унсӑрӑн пурӑнма май килмест пулмалла. Чи вак-тӗвек приказсене те вӗсем салхуллӑн итлеҫҫӗ тата нимӗн хавассӑр пурнӑҫлаҫҫӗ. Ӑҫта эпир пӗр-пӗрне пулӑшни, юратни ӑҫта, тата мӗншӗн кӗлтӑватпӑр? Эпӗ сулӑ тӑрӑх каллӗ-маллӗ утнӑ май хама хам вӑрҫатӑп, Джим та сулӑ тӑрӑх, ман ҫывӑхрах кускалать. — Мучи, пӗтер, сана сӑмах памастӑп! — терӗ Нагульнов татӑклӑн, ал тупанӗпе сӗтеле шаккаса. Беглыхӑн ҫур сехете тӑсӑлнӑ докладне аран-аран шӑпланса итлесе ларчӗҫ. Эсир Герценпа Бакунина вулӑр, Лассале вулӑр… — Полици тӗрӗс тӑвать, — тӑсрӗ сӑмахне атте, аллине аяккалла тартса, — ҫакнашкал ҫынсене тивӗҫлипе тыта-тыта хупать. Сасартӑк, мӗнпур сас-чӗвве ҫӗнтерсе, пӗр сасӑ хыттӑн янӑраса кайнӑ: — А! Чӑн-чӑн ҫул ҫӳресси пирӗн тин ҫеҫ пуҫланать. Санин пуҫне тата ҫӳлерех ҫӗклерӗ. Ҫапла майпа вара йӗрке ҫуккипе пӗрлех шуйттансем пур тесе хӑрани те хутшӑнчӗ. — Манӑн унӑн паллисем ҫинчен полици ҫырса пӗлтерни пурччӗ, — терӗ вӑл. Усал ӗҫсене, чӑрмавсене, пӑтрашӑва. — Юрать, — терӗ вӑл. Чугун ҫул патнелле! — Ку вырӑн паллакан вырӑн пек туйӑнать мана. Разметнов наганне туртса кӑларчӗ те сывламасӑр, хӗсӗк куҫне кушак ҫинчен илмесӗр, чӗрне вӗҫҫӗн чупма пуҫларӗ. Кунти чӗрчунсенчен жирафсемпе слонсем ҫеҫ ҫак бамбук евӗрлӗ тростниксенчен, пӗр дюйм хулӑнӑш туналлӑ курӑксенчен ҫӳлерех пуҫне ҫӗклеме пултараҫҫӗ. Унашкал япалана чӑтма пултаракан ҫын мар эпӗ, илтетӗн-и? Кайри сулахай ури патне черет ҫитсен, ун уринчи таканӗ хуҫӑк пулнине те курнӑ. Кун хыҫӗнчен Джон Мангльс хӑй ишсе ҫӳренин историне тӗплӗн каласа пачӗ. Паганель нимӗн тума пӗлмесӗр мӑкӑртатать: — О, инкеклӗ документ! — Амӑшӗ вилсен ытла хуйха кайрӗ вӑл, — терӗ Кораблев малалла. Каҫхи апат хыҫҫӑн аҫа ҫури шӑлӗсене тасатни тата шӗвӗр карланкӑ мӑкӑльне мӑкӑртса, ҫӑварне чӳхени хуҫа арӑмне темшӗн ӑраснах тарӑхтаратчӗ. Ҫавӑнпа та Хӗвелпе Уйӑх пире пӗр тан пек курӑнаҫҫӗ, хӑшпӗр чухне Уйӑх кӑшт пысӑкраххӑн курӑнать. Ҫук, ӗҫ тухмарӗ санӑн, йӑнӑшрӑн. Пурӑнӑҫра хӗн курнисем ун ҫамки ҫине тарӑн йӗрсем хӑварнӑ, тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫ пӗрчисем кӗмӗл тӗслӗ кӑвакарнӑ. Витӗр курӑнакан сывлӑшра тусен катрам кӗлеткисем палӑрса тӑнӑ. Вулкан кратерӗн шал енне каҫса пытаниччен эпӗ «ҫурҫӗрти хӗвел» ҫине вӑл чи аялта тӑнӑ вӑхӑтра пӑхма ӗлкӗртӗм; унӑн тӗксӗмрех шупка ҫутти манӑн ура айӗнчи тӗлӗрсе выртакан утрав ҫине сапаланса йӑвашшӑн ӳксе аран аран ҫутатать. Кама калас! Улпут майрийӗ хӑй вара сысна ашне пӑру ашӗнчен уйӑрма та пултараймасть, пӗрре пит намӑс курса петрушка вырӑнне хрен илнӗ! тетчӗҫ. Ҫавӑн чух та, ҫав ҫӑмӑл ӑслӑ, ҫамрӑк вӑхӑтра та, эпӗ хама чӗнекен хурлӑхлӑ сасса, ҫӑва ҫинчен килекен хавхалануллӑ сасса илтрӗм. Нехлюдовсем каҫхи апат тумаҫҫӗ, ҫывӑрма час саланаҫҫӗ; ку кунхине, Софья Ивановна каланӑ пекех, Дмитрин шӑлӗсем сурма тапратрӗҫ те, эпир ун пӳлӗмне ытти чухнехинчен те маларах кайрӑмӑр. Лешӗ, Денискӑпа тахҫантанпах паллашнӑ пек, хӑйӗн хыпкӑч пек пысӑк янах шӑммисене ним пӑлханмасӑр хускаткаларӗ те шӑнан хырӑмне татса ҫирӗ. Старик ним чӗнмесӗр ура ҫине тӑчӗ. Эх, мӗн тери йывӑррӑн пырса ҫапрӗ ҫакӑ манӑн, инкеке сиссе, хуйха ӳкнӗ ачалла чунӑма! Ирхине вара вӑл ачашланса кайса вӑраннӑ та чунтан хавхалансах амӑшӗнчен ҫапла ыйтнӑ: — Мӗскерччӗ-ши вӑл… ӗнерхи? «Пӑртак тӑхта-ха эсӗ, шуйттан чӑмӑрӗ!» тенӗ Бульба хӑй тӗллӗн: «Эп сана вӗрентӗп!» Христос турӑ санпала… Тӗл патне ҫитсенех сылтӑм мотор, унччен пӗчӗккӗн ҫеҫ ӗҫлекенскер, тилӗрсе кайса ӗҫлеме тытӑнчӗ. Авӑна лӑпах варринчен вут хыпса илнӗ темелле. Совет влаҫӗ ҫумне вӑл питӗ ҫирӗппӗн, уйӑрса уйӑрӑлмиех ӳтленсе ҫыпӑҫса ларнӑ. «Ҫапах та, мӗн те пӳлин суйласа илесех пулать ӗнтӗ». Вӑл мана эсӗ кунтине каламарӗ, шыв ҫӗленӗсене курма тесе ҫеҫ чӗнсе килчӗ. Зеб Стумп васкаса хӑй кӗсри патне пынӑ, ӑна хӑвӑрт йӗнерленӗ те курӑнмасӑр сӑнаса тӑма май килекен ҫӗре илсе кайнӑ. Профессор кашни минутрах каялла килсе кӗме пултарать. Турӑ мана хамӑн пысӑк ҫылӑхшӑн, сана тинӗс урлӑ илсе килсе пӗтернӗшӗн асаплантарать. «Каялла чакӑр, стена патӗнчен часрах каялла чакӑр!» кӑшкӑрса ячӗ кошевой, мӗншӗн тесен, ляхсем ҫивчӗ сӑмаха чӑтаймарӗҫ курӑнать — полковник аллипе сулчӗ. Эпӗ кунта ҫак ҫӗршывӑн тахҫанхи кивӗ йӑлисемпе законӗсем ҫинчен анчах калатӑп. Каярахпа ҫеҫ унччен европеецсем пӗлмен океана тухнӑ. Пӗлӗт айккипе иртсе каймӗ-ши тесе, Егорушка пуҫне чӑпта айӗнчен кӑларса пӑхрӗ. Йӑла-йӗрке тирпейлӗхӗ тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса кайнӑ материализма хӗрарӑмсем урлӑ вӗсем пирӗн хушша епле сарнине шута илес пулсан, калаҫмалли те ҫук вара кунта! Хӑнана ҫурӑмӗпе тӑнӑскер, вӑл черккене хӑй валли васкаса тултарчӗ те ӗҫсе ячӗ. Николай Петрович хӑйӗн пиччӗшне ыталама пикенчӗ. Шыв урлӑ каҫса вӑхӑт ҫур сехетрен ытла иртмерӗ. Пӗчӗк отряд шывӑн тепӗр енне каҫрӗ. Анчах унӑн аллинче нимӗн те ҫукпа пӗрех. Ҫитменнине тата вӑл Австралин чи тӗксӗм те улах вырӑнӗнче тӑрать, ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене ҫитес тесен, унӑн вӑтӑр пилӗк миль каймалла. Вӑл ҫулӑмпах ҫунӗ! Ҫакӑн пек ырӑ кун пуҫламӑшӗсем мана пит те кӑмӑла каяҫҫӗ. — Мӗншӗн-ха ҫынсене ҫав териех пӗтермелле, э? Хӑй ҫинчен калаҫнине илтсен, Гриша сӗтел еннелле ҫаврӑнчӗ, тумтирӗн ҫурӑлса пӗтнӗ аркисене кӑтартма пикенчӗ, чӑмланӑ май ҫапла пакӑлтатрӗ: — Йытӑсемпе туллаттарса тӑктарасшӑнччӗ… Ун чӗлхи, ҫав тери тӗрӗс те хитрелетсе хуни-мӗнӗ ҫукскер, малтан мана темле лайӑх мар пекле тӗлӗнтерсе ячӗ, анчах хытса каланӑ сӑмахсем, ҫирӗппӗн ҫыпӑҫтарса хунӑ фразӑсем чӗрене ҫав тери лайӑх пырса вырнаҫатчӗҫ, акробат-тӑвансен драми ҫинчен ҫав тери ӗненмелле каласа кӑтартатчӗҫ те ҫав кӗнекене килленсе вуланипе ман алӑсем чӗтретчӗҫ. Шыв юхӑмӗ май, анаталла, илемлӗ те вӑйлӑ «Ермак» — Гордеев хуҫан буксирлӑ пӑрахучӗ хӑвӑрт ишсе пынӑ, — унӑн икӗ енӗпе ӑна хирӗҫ Атӑл ҫыранӗсем майӗпен шӑвӑннӑ. Сулахай ҫыранӗ, талккӑшпех хӗвелпе ҫупӑрланса тӑраканскер, кӑпӑш та ҫемҫе ешӗл палас пек, ҫанталӑк хӗррине ҫитиех сарӑлса выртнӑ; сылтӑмми вара, — хӑйӗн вӑрманпа витӗннӗ сӑрчӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, сивлек лӑпкӑлӑхпа хытса ларнӑ. Ҫав вӑрӑм ҫулта Гарриспа Негоро ӑна пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. Мӗн туса хутӑн эсӗ унпа? — шанӑҫсӑрлӑх хумӗ ҫӗнӗрен килсе ҫапнипе кӑшкӑрса ячӗ карчӑк. Тек каяс килмерӗ манӑн унта. Курма ҫав тери кӑсӑк! Клубра никама та хамӑр заводри лашасене парнелейместӗн — ҫитменнине тата кӑваккисене, — эпӗ юратакан тӗслисене! Ҫапла, ҫапла, ҫӑмӑл шухӑшлӑ ҫын! — хушса хучӗ Анна Васильевна, сассине хӑпартса. Пӗтет этем!.. Гленарван ҫав териех пӑхма ыйтнипе пурин те куҫӗсем вӑл кӑтартакан пӑнчӑ ҫине ҫавӑрӑнчӗҫ. «Туссем те чӗнмеҫҫӗ, Шура та ҫырмасть…» — Хыпашлама терӗ тата! — Ҫапла, — тесе ответлеме васкарӗ сунарҫӑ, — паян ир ҫеҫ вӑл мана ҫав историе каласа кӑтартрӗ. Кӗҫех мухтать», — шухӑшлать Ромашов, чунӗ ӗнтӗ унӑн кӑшах уяв ялтӑравӗпе тулса ларнӑ. Ҫав самантра Вялов, пӳрнисемпе кӗмӗл сехете ҫавӑркаласа, вӗсем ҫине пӑхса:— Ӗҫ — ҫыншӑн карлӑк; шӑтӑк хӗррипе ҫӳретпӗр, ҫав карлӑкран тытса пыратпӑр, — терӗ. — Вӑт, тӗрӗс! — кӑшкӑрса ячӗ Серафим, темшӗн савӑнса. Мӗнле статья-ха вӑл? — Эх, шухӑшсем мӗнлерех сикеҫҫӗ манӑн!.. — Каласа паратӑп, — хывӑнса ӳкрӗ Митман. Эпӗ — кам? Назарка ҫавӑнтах шӑпланчӗ. Мӗнле пере пуҫларӑм тесе шухӑшлатӑр эсӗр, ваше сиятельство? Малтанхи хутӗнче тӑваттӑ персе ҫирӗм пилӗк утӑмра ларакан бутылкӑна та тивертеймерӗм. Мӗн ҫывӑрса пыратӑн! — кӑштах ятлаҫса илчӗ вӑл денщикне, шинель аркине тӳрлетнӗ май. Кӑнтӑрлара йӑлӑхтарса ҫитернӗ типӗ ясмӑк яшки тата антрацит пек хытӑ кӗрепенке ҫурӑ хура ҫӑкӑр ҫиеҫҫӗ. Антип Грач Титокӑн ырханланса кайнӑ вӑкӑрӗсемпе ӗҫлерӗ, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чухне хӑй мӗн чухлӗ сухалани ҫинчен нимӗн те шарламарӗ; апатланнӑ хыҫҫӑн ун арӑмӗ, вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканскер, вӑкӑрсене тухакан ултӑ кӗрепенке концентрата арки ҫине хурса, вӗсене аркӑ вӗҫҫӗн ҫитерчӗ; Тутар хӗрарӑмӗ сывламасӑр тенӗ пек выртать. Мӗне пӗлтерет ку? Ӑҫтан илмелле? — Йӑлтах паллӑ, комиссар юлташ, — салхуллӑн, анчах та хӑюллӑн ответлерӗ Матвей Юргин. Машинӑран ҫывӑрман пирки шуралса кайнӑ Гуго Литке аран мӗшӗлтетсе тухрӗ. Вӑл сирӗн утӑ пулсан, эсир ӑна мӗншӗн ҫӗрле, вӑрӑлла турттарса кайнӑ-ха апла? Петр Петрович сулӑнса кайса урайне ӳкнӗ, пӗтӗмпех саланса кайнӑ. Ҫынсене ӗҫе вӗрентес пулать-ҫке. Ӗҫе шухӑшласарах тумастӑн эсӗ, Капендюхин. Ҫил арманӗ тӗлӗнче вӗсене Банник хирӗҫ пулчӗ. Ӑнсӑртран асӑрхаттарнӑ пек ҫеҫ каларӗ: — Лере… мулкача эпӗ кухньӑна кӗртсе хутӑм… ӑшалатпӑр-и ӑна е кама та пулин леҫтерсе партаратӑр-и? Ой, турӑҫӑм, мӗнле хӑрушӑччӗ вӑл! Марс аяккалла кайнӑ вӑхӑтра, паллах ӗнтӗ, ӑна сӑнакансем те сахал. Вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑччӗ, Вася мар пулсан, Егорушкӑна асӑрхаман та пулӗччӗ. — Йӳҫекке! — терӗ Тимур, пан улмине ывӑтса ярса. Анчах ӑҫта шырамалла ӑна? Ҫийӗнти кӗпӳне хӗҫпе кассан та витерес ҫук, тата, ӳкесле хӑваланӑ лаша пекех, хӑвӑнтан тар шӑрши перет. Аллине вӑл винтовка тытнӑ, пальто ҫинчен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ, пиҫиххинчен наган ҫакса янӑ. Кимӗпе ишекене вара, ҫирӗм ҫухрӑм сарлакӑш тинӗс урчи урлӑ ҫакӑн пек тӑвӑл асӑхнӑ каҫхине ишсе каҫма хӑйнӑскер, маттур та харсӑр ҫын пулмалла, ку ӗҫе тума шухӑш тытнӑскерӗн сӑлтавӗ те пысӑк пулма кирлӗ! Халь, нумаях та пулмасть, приказчик йытӑсем пӑхакан Ермила чӗнсе илет те, ӑна почта кайса ҫырусем илсе килме хушать. Вӗсен тӗксӗмрех тӗслӗ курӑнакан тӑррисем шӗвӗр вӗҫлӗ конус пек лараҫҫӗ. Рыцарь чыслӑхӗпе мухтавлӑхне туянма кайӑр! Вӑл ӑнланӗ. Ҫӳллӗ хумсем ҫаплах суднона силлеҫҫӗ, унӑн корпусӗ шатӑртатать, хумсем ҫине вӑл аран-аран хӑпарса каять. Лав тӑвайккинчен анса, шкул патне кустарса ҫитрӗ. Вӑл пурне те ачашлать — пӗрне йӗрӗнсерех, теприне кӑмӑллӑнтарах; дамӑсем умӗнче «en vrai chevalier fransais» пек чӗвӗлтетет, шултӑра, янӑравлӑ ҫапах та лӑпкӑ, сановнике килӗшӳллӗ кулӑпа пӗр чарӑнми кулать. — Лашасем кунта вуниккӗмӗш сехетренпе кӗтсе тӑраҫҫӗ, халь ӗнтӗ тӑваттӑ. Шӑв-шав та, калаҫу та пулмасть, супӑнь заводне ҫаратнӑ хыҫҫӑнхи пекех. Мана, хам пурнӑҫӑма кура, укҫа нумай кирлӗ. Ҫулҫӳревӗн юлашки кунӗ чиперех иртсе кайрӗ. — Эсир йӑнӑшатӑр, Генкок. — Пирӗн Франкфурт сар пики, — кӑшкӑрса ячӗ Дöнгоф, — халӗ те сывӑ тата Нью-Йоркрах пурӑнать тесе шанар-ха! — Вӑт-вӑт! Эпӗ те ҫавӑн пекех. Алӑк кӑриклетсе илчӗ. — Эсир шашкӑлла мӗнлерех начар вылянине пӗлетпӗр эпир! — пуҫне сӗлтрӗ Веткин. Вӑл Ванька Цыган пек, сывлӑш ҫийӗпе вӗҫнӗ пекех ташлать: унтан ҫынна хӗтӗртмелле те маттурӑн Павел Одинцов, Сорокин ташлаҫҫӗ; чахоткӑллӑ Давидов та урисене урай тӑрӑх тапраткалать те тусан, тӗтӗм тата эрехпе копченнӑй колбассан ҫирӗп шӑршийӗ кӗнипе ӳсӗрет, ҫав колбассаран яланах тунӑ тир шӑрши кӗрет. Кунти вырӑн Оленина пӗрре те палламан, станицӑна хупӑрласа тӑракан вырӑн пек мар курӑнса кайрӗ. Олеся ман пальто ҫаннине хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ те манжет ҫумӗнчи ҫаклашкана вӗҫертсе ячӗ, унтан кӗсйинчен пысӑках мар, пӗр виҫӗ вершуксене майлӑ, финн ҫӗҫҫине илсе, сӑран йӗнӗрен туртса кӑларчӗ. Хорунжий унпа хирӗҫмерӗ, урядник те килӗшрӗ. — Даша инке, пурте-и кунта? — Котик, кил кунта, мӗн унта тӑратӑн? Халӗ эпир хӳшӗ ҫумӗнчи сарайра, ҫывӑхрах, картишӗнче, вӗсем чупкаланине илтетпӗр. Часах манӑн та вилес черетӗм ҫитет, вилӗмрен ним чухлӗ те хӑрамастӑп эпӗ, тен вӑл пурӑнасчӗ-ха тесе вӑй-халӑм ҫитнинчен те ытларах тунипе пуль. Пӳлӗм варринче, пукан ҫинче, княжна хӑй умӗнче арҫын шлепкине тытса тӑрать; пукан тавра пӗр пилӗк арҫын кӗпӗрленсе тӑрать. — Хӑҫан тухать вӑл? — Манран пытанмасть-ҫке вӑл, мӗн мана ҫийӗнчех каламарӑн? — мӑкӑртатрӗ игумен. картиш тӑрӑх чупса иртсе алӑка шаккарӗ. — Ҫынсем юратма пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ, — куҫхӳрипе кулса каланӑ Фома, аллисене темӗншӗн хыттӑн лутӑркаса илсе. Ҫак вӑхӑтрах сержант ҫулҫӳревҫӗсен тепӗр ыйтӑвӗ ҫине ответ пама тивеҫлӗ. — Эпӗ-и? Эпӗ мӗн тӑватӑп-и? Хаклӑ граждансем, хутор ҫыннисем, партин уҫӑ пухӑвӗ хупӑннӑ тесе шутлатӑп. Луиза ытларах хӑй пӳлӗмӗнче ларать. Карап ҫинче пулнӑ матроссем чӑн-чӑн айвансем пулни часах курӑнчӗ. Корчагин пӳрте кӗчӗ, сӗтел патне пычӗ те ялава сирсе хучӗ. Хирӗҫ пулакан козаксене пухать те вара: ахӑлтатма, юрлама тытӑнаҫҫӗ, укҫи тӑкӑнса ҫеҫ тӑрать, эрехӗ шыв пек… Хӗрарӑмӑн чуралӑхӗ — ҫынсем унпа киленесшӗн пулнинче тата унпа ыр курма аван тесе шутланинче ҫеҫ вӗт. — Ӑна-и? Тепӗр тесен, ку ӑна кирлех те пулман. Унӑн хӑйӗн шухӑшӗсене кама та пулин каласа парасси кӑна килнӗ. — Малтанлӑха авантарах пулмӗ-ши, тесе шутлатӑп эпӗ. Мана ҫаксем пурте хӳхӗм пек туйӑнчӗҫ, ман шутпа чи лайӑх гимназистӑн шӑпах ҫапла пулмалла та. — Ҫапла ӗнтӗ, анчах ухмах ан пул! — кӑшкӑрса илчӗ Сильвер. Ҫак вӑл ленинла наци политики пӗр иккӗленмелле мар ҫӗнтерни пулать. — Вӑхӑт ӗнтӗ, — терӗ Тимур. Асӑннӑ советсен чи пысӑк пухӑвӗ эпӗ ҫав ҫӗршывра пулнӑ вӑхӑтра, унтан тухса кайиччен виҫӗ уйӑх маларах пулса иртрӗ. «Сана йывӑр пулнӑ, анчах эсӗ ҫапах та ӗмӗтне пурнӑҫлама пултарнӑ, — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Тӑрӑшма хавас! Сана пурин те пулӑшас пулать, мӗншӗн тесен санӑн ывӑлу халӑх ӗҫӗшӗн лекрӗ. Ют ҫын вырӑнне вӑл йӑнӑшпа хӑйӗн ывӑлне вӗлернӗ те хӑйех полици аллине парӑннӑ имӗш. — Тата — улпутсем ҫинчен каларӗ вӑл, унта темскер пурах! — терӗ амӑшӗ асӑрханарах. Мужиксен ҫыхӑнусӑр калаҫуне тимлӗн итлесе, вӗсене тавҫӑрса илме тӑрӑшрӑм: Хохол мӗн калӗ-ши? Камзол ҫинчен сарлака сӑран пиҫиххи ҫыхса лартнӑ, пиҫиххи ҫинче сӑрантан ҫӗленӗ йӗнӗ ҫакӑнса тӑнӑ, йӗнни ӑшӗнчен пысӑк сунарҫӑ ҫӗҫҫин хитре мар аври, пӑлан мӑйракинчен тунӑскер, курӑнса тӑнӑ. Тӳрленсе тӑчӗ, салтака чӗнчӗ, унран ансӑр ҫӗҫӗ илчӗ те аппарат витти ҫинче чӗркелесе ӳкерме пуҫларӗ: ҫӑмарта, ун ҫийӗн тӑрӑ, айккинче — салтак кӳлепи. — Унталла кайма юрать, унтан — юрамасть. Алӑк уҫӑлчӗ те хупах хуҫи килсе кӗчӗ. — Эх, атьсемӗр, кӗҫӗтсех тӑрать ман ура! — терӗ Дегтярев. — Тӗрӗс, тӗрӗс, — терӗ ӑна хирӗҫ Гек. Вӑл пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи икӗ пин чӗлхене тата тӑватӑ пин диалекта аван ӑнланать ҫеҫ мар, пайтахӑшӗпе калаҫма та пӗлет. Вӗсем кашни сукмак ӑҫталла кайнине пӑхса тухрӗҫ, вӗсен кукрисене, хӑш тӗлте анаталла, хӑш тӗлте тӑвалла кайнисене асӑрхаса юлчӗҫ. Тавралӑх нимӗн те чӗнмест, пӗр ҫил ҫеҫ хаяррӑн улать. Виҫӗ кун хушши йӳҫӗ хура ҫӑкӑр татӑкӗсем киле-киле пачӗҫ. Кам илсе килнине каламарӗҫ. Алӑкран темиҫе утам аяккарахра, виҫӗ кӑвакал нимӗн хуйхи-суйхине пӗлмесӗр шапӑртатакан лапраллӑ шыв кӳленчӗкӗ патӗнче, чӗркуҫҫи ҫинче икӗ хресчен тӑраҫҫӗ: пӗри — пӗр утмӑл ҫулти ватӑ ҫын, тепри — ҫирӗм ҫулти ҫамрӑк ҫын; иккӗшӗ те, хуралса кайнӑ, сапласа пӗтернӗ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнса, пилӗкӗсене, пиҫиххи вырӑнне, кантӑрасем ҫыхнӑ, иккӗшӗ те вӗсем ҫара уран. Йӑнӑшрӑм курӑнать! Артур кровать ҫинчен сиксе тӑчӗ. — Курьер тетӗн-и эсӗ? Дикарьсем тепӗр хут кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ, вӗсем таркӑнсем ӑҫтине курчӗҫ пулмалла. Оленин, хӑй мӗн туни ҫинчен шухӑшласа-туса тӑмасӑрах, Марьянӑна ыталаса илчӗ те чуптӑвасшӑн пулчӗ. Лешӗ сасартӑк вӗҫерӗнсе тухрӗ, Белецкине ураран ӳкерсе тата сӗтел хуппине ӳпӗнтерсе, кӑмака патне сиксе ӳкрӗ. Кунта питӗ кичем вӗт. Вӑл урам урлӑ каҫнине курнӑ чух эп темшӗн хӑраса ӳкрӗм, вӑл шухӑша кайса утать. Хулан хӗвеланӑҫ енче шуҫӑм ялтӑраса хӗмленет. — Мӗн ҫинчен шухӑша кайрӑр? — ачашшӑн ыйтрӗ кил хуҫи, ун патнелле пырса. Анчах намӑс мана ӑна каламашкӑн… Арӑмӗ ун енне ҫаврӑнса тӑнӑ та:— Мӗн вара? — тесе лӑпкан ҫеҫ ыйтнӑ. Эпир пӗр-пӗрин патне питӗ сайра ҫыратпӑр. Ҫулталӑкра пӗрре, тепӗр чухне иккӗ. Кӗрекере мӗн чухлӗ халӑх пур — пурте пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫак тахҫан ҫывӑх пулнӑ туссем ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ. Мужикӗн куҫӗсем вут пек ҫиҫе пуҫларӗҫ. Кун пек пумилккене нумайччен манаймӑн! А вӑл иккен англилле документри ӑнланмалла мар аnd сӑмах пулнӑ, эпир ӑна ниепле те ӑнланса илме пултарайман. Урӑх нимле сӑмах та мар, вӑл Zeaniand — Зеланди сӑмахӑн юлашки слогӗ пулнӑ-мӗн. — Ак сана, хӗрсен вӑй ҫук, теҫҫӗ: пӗтӗмпех вӗлеретчӗ вӗт. Тен, хам ҫак утрав ҫине лекни аван та пулчӗ пулӗ. Ҫуркуннене кӗтсе илнӗ чи малтанхи каҫ Гремячий хуторне тӳлеккӗн хупӑрласа тӑрать. — Тарӑхуна пухса пурӑнтӑн пулать? — Ҫук, пушар тухас пулсан, ҫынсене хӑтарма. — Ху вырӑнна! — кӑшкӑрчӗ Сильвер. Шайтан ун ҫине яланхи пекех савӑнса сикме пуҫларӗ, анчах хуҫи кӑмӑлсӑр пулнине сиссе, унӑн хускалмасӑр выртакан аллине сивӗ сӑмсипе шӑршласа майӗпен ҫуларӗ те креслопа юнашар сарнӑ кавир ҫине тӑсӑлса выртрӗ. — Ӑҫта? Хальхи вӑхӑтри философипе астрономи татса панӑ задача. ГПУ уполномоченнӑйӗ ӑна ҫӗрле мӗн пулни ҫинчен кула-кула каласа парать: — Эпир акӑ мӗн тӑвӑпӑр, Корчагин юлташ, вӗсем аван йӗкӗтсем, эпир вӗсем пирки ӗҫ пуҫарса ямӑпӑр. Тепӗр минутран ункине ҫӗмӗрсе кӑларнӑ ҫӑра арча ҫине пырса выртрӗ, Аркашка Менок, хӑй ҫав тери тӗлӗнсе кайнине пытармасӑр Молчун ҫине пӑхса, ытла та савӑнса кайнипе кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑт ҫак ҫын вӑйӗпе улӑштарӑттӑм хам вӑя! Андрей ҫырса пыма та ӗлкӗреймест. Ирхине мӗлке вӑрӑм пулать, Хӗвел ҫӳлелле ҫӗкленнӗҫемӗн вӑл кӗскелсе пырать. Темӗн пысӑкӑш хӑмачсем хӗрлӗн йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсем ҫинче ҫутӑ саспаллисемпе: «Малашлӑх пирӗнте» тесе ҫырса хунӑ. Ҫырма леш енче — садсемпе хура уйсем; вӗсем ҫемҫен авӑна-авӑна горизонтри вӑрманӑн кӑвак ӗмӗлки патнелле тӑсӑлса каяҫҫӗ. Мана уҫӑлса ҫӳреме ямастчӗҫ, уҫӑлса ҫӳремешкӗн вӑхӑчӗ те ҫукчӗ, хӗллехи кӗске кун килти ӗҫе туса хыпаланнипе сисӗнмесӗр хӑвӑрт сӳне-сӳне ларатчӗ. Каҫ пуласпа хӗвел темӗн чухлӗ шурӑ пӗлӗтсем кӑларса тултарнӑ, вӗсем ҫӗр хӗррипе хӗвелтухӑҫ еннелле, сывлӑша тата ытларах пӑчӑлантарса шунӑ. Пӗр ҫын тепӗр ҫынна тытса тӑма власть пани усал япала. Вӑл тӗлӗнсе кайрӗ. Фюзеляж яка мар, темӗнле кӑтрашка, хыр хуппи тунхӑрӗпе витӗннӗ пекех… Иртенпех ҫил ҫурҫӗр енчен вӗрме тапратрӗ те йӗпе-сапаллӑ хӑтсӑр ҫӗре шӑналӑк пек хупласа тӑракан тӗксӗм пӗлӗтсене сирсе хӑваласа ячӗ. Хӗвел курӑнса кайрӗ, анчах пит ҫутах мар вӑл. Эпир пӑшалсемпе пеме хатӗрленсе пӗр сиккелемесӗр кӗтсе тӑратпӑр. Тӗнчере ҫавӑн пек хаваслӑхсем пуррине вӑл унччен манса кайнӑ пулнӑ, ҫав тӗнчере пурӑнма пӗлмен, ҫав тӗнчене ӑнланман. Ҫапла вара Огнянов ҫурҫӗрелле, Карнар трактирӗ патнелле, уттарчӗ, унтан, хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑнса, Стара-планина хысакӗпе иртсе, Бяла Черквана ҫитесшӗн пулчӗ. Вара тин ӑнланса илтӗм: нимӗн те тӳрлетме май ҫук. Анчах ӑна, амӑшӗнчен пуҫне, пурте, — кукамӑш тӑванӗсем Бубенчиковсем те, Катькӑн тантӑшӗсем те пӗлеҫҫӗ. Хӑвӑртрах юрттартӑм та нумаях пулмасть хама тытса чарнӑ икӗ хуралҫӑ умне пырса тӑтӑм. Сана пула ик эрне хӗнерӗҫ салтаксене». Кунта каллех ун умне Лена пурнӑҫӗ тухса тӑчӗ. Эп ӑна сӑмах чӗнмесӗр итлерӗм. Хытӑ пӗҫертрӗ вӑл мана: унӑн пӳлӗмӗнчен негрсем чӗрне вӗҫҫӗн тухнине эпӗ ӑна пӗлтерменшӗн ӳпкелерӗ вӑл мана; ман вырӑнта ухмах ҫын та тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ тет. Унтан мӑнкӑмӑллӑн хушса хурать: — Мана пӗррехинче антиллеристсем хӗнерӗҫ-тӗк вӑт, чӑнах та хӗнерӗҫ! — Килӗр кунта! Сакӑрвунӑ ҫул тултарнӑ хыҫҫӑн вӗсене вырӑнта ӗҫлеме пултарайман ҫынсем вырӑнне шутлаҫҫӗ. Вӗсем вара ҫӗр сутӑн илме те, тара илме те, судсенче свидетель пулма та пултараймаҫҫӗ. — Эсир мана ан суйӑр! — терӗ хаярланнӑ полковник. Унӑн тӳсӗмлӗхӗ пӗтме пуҫларӗ пулас. Тахҫан эпӗ Климов штурманӑн куллен ҫырса пынӑ дневникне вуласаттӑм, вӗсене вӗтӗ саспаллисемпе те тирпейсӗртерех ҫырнӑччӗ, тетрадьне тюлень ҫӑвӗ витнӗччӗ. Итле-ха: арҫын ачасем пире халь курас пулсан! — Манпа пӗрле ҫапӑҫакан Праскухин ординарец ӑҫта? — ыйтрӗ Михайлов, хӑй пырса ҫитнӗ чух ротӑна ертсе пырас ӗҫе хӑй ҫине илнӗ прапорщикрен. Ҫак туласа пӗтернӗ уй варринче темиҫе танк, ҫӑрттан тирӗ пек улалатса сӑрланӑскерсем, юр кӗрчӗсем хушшине шӑнса ларнӑ. Маша чупса пычӗ те ашшӗ мӗн ыйтнине французла куҫарса пачӗ. (Алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ҫав вӑхӑтра коридортан йӗрсе йӗпеннӗ куҫлӑ, ҫӳҫне салатса янӑ Мими чупса тухрӗ. — Охо! мӗнле мӑнкӑмӑллӑ эсир… Вӑрман курӑнмасть-ха, анчах вӗсем хӑйсем ун патне ҫывхарса пынине пӗлеҫҫӗ. Тӳррипе калас-ха тата, ҫав самантра ман чӗрене хам тахҫан пӗлнӗ кӑмӑлсӑр туйӑм ҫӳҫентерсе иртрӗ, вӑл туйӑм — хапсӑнассиччӗ ӗнтӗ; Ҫур сехетрен эпӗ ҫӗнӗ пӳртен таса та типтерлӗ пӳлӗмӗнче лартӑм, унӑн стенисенчен сухӑрпа мӑк шӑрши те кайса пӗтменччӗ-ха. — Кур-ха ӑна. Хӑй тата урӑххине качча тухасшӑн пулас? Тӑхта, эпир халех тӗрӗслесе пӑхатпӑр. Ҫак ученӑй пуҫне сулкаланӑ та ӑна ҫапла тавӑрса каланӑ: — Шӑллӑм, эпӗ авалхи кӗнекесене нумай вуланӑ, темиҫешер хут вуласа тухнӑ, анчах унта пӗринче те эс каланӑ пек каламан, ҫакна шантарсах ҫирӗплетме пултаратӑп. Сирӗн асӑрта вара сасартӑк пӗр-пӗр шӑп та савӑк асилӳ ҫиҫсе илет; эсир тавралӑха сӑнассипе мар, хӑвӑрпа ытларах интересленме пуҫлатӑр; таврари япаласем ҫине эсир сахалрах пӑхма пуҫлатӑр, темӗнле аван мар, иккӗлентерекен сисӗм тыткӑна илет сире. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен ҫынсене пӗлтерес мар тесе пурне те турӑм… Ун чухне ҫӗр ҫинче хальхи пек тӗрлӗ климатсем пулман, пӗтӗм Ҫӗр пичӗ ҫинче — полюссем патӗнче те, экватор тӗлӗнче те чӑтма ҫук шӑрӑх хӗртсе тӑнӑ. Чӑхӑ кабриэсто патнех шуса ҫитсе, кӑшт пуҫне ҫӗклесе, вӗрен ҫумне тӗкӗнсенех каялла ҫаврӑнса, аяккалла шуса кайнӑ. Анчах унран халӑх умӗнче намӑс курнӑ артистран кулнӑ пекех кулаҫҫӗ. Павел ҫӗнӗ пурӑнӑҫ тӑвакансен ӗретне таврӑнмалли ҫула татӑклӑн палӑртса хучӗ. — София мисс тухса тарнӑ! Йӑрӑмлӑ кит вӗтӗ раксене пула хӗрлӗн курӑнакан шывра ишсе ҫӳрет, минутсерен сарлака ҫӑварне карса, хисепсӗр вӗтӗ чӗрчуна ҫӑтать. — Ара. Анчах ҫав минутра ӑна хӑйне те йывӑр чулпа ҫапнӑ пек туйӑнчӗ: унӑн куҫӗ умӗнче мӗнпур япала чӑлханса, пӑтрашӑнса кайрӗ. Ҫук, вӑл мар-ха кунта: йывӑҫ тӑрринчен хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Василий Иванович хӑйне такам урисенчен ҫапнӑ пек сулӑнса кайрӗ. Сехет вунӑ хутчен ҫеҫ ҫапни ӑна ҫав тери тӗлӗнтерчӗ. Вӗсем чӗнсе илнӗ пӗлӗтсене хӑйсен ҫӗршывӗнчен, вӗсем шыв илтернӗ Казонде ҫӗрне, халӑха выҫлӑха хӑварнӑ! Алексейрен: хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри старший лейтенант Алексей Петрович Мересьев эсир пулатӑр-и? — тесе ыйтрӗҫ. Тепрер икӗ сехетрен хам пыратӑп, тӗрӗслесе пӑхатӑп. Эпӗ сана акӑ мӗн каласшӑнччӗ: эпӗ сана пӗрремӗш хут курсан, санра ыттисеннинчен нимле уйрӑмлӑх та тупаймарӑм, чӑнах та ҫапла. Мӗншӗн? Икӗ ҫул маларах ӑна пысӑк снаряд пырса тивсе, малти пайне ишсе антарнӑ, халӗ вӑл пысӑк ҫӑварне карса, ҫул ҫинчи ыйткалакан пек, ҫӗтӗк-ҫурӑкне кӑтартса ларать. Эпир сире хаклама пӗлетпӗр. Ҫав лордсем хӑйсен ҫӗршывӗн законӗсене чӑнах та пӗлеҫҫӗ-ши тата вӗсем государствӑн чи пысӑк ӗҫӗсене тума пултараҫҫӗ-ши? Матвей Юргин вулама чарӑнчӗ. Ҫывӑхри кимӗ ҫинчен пӑшал кӗрӗслетрӗ, Вильсон кӗсменне пулӗ тивсе ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ. — Вилет, — терӗ кил хуҫи арӑмӗ шӑппӑн. Жандармсем унтан Боллӑна тыттарма пултаракан мӗнле те пулин сӑмах илтме тӑрӑшнӑ. Кӗтмен ҫӗртен тапӑ ӑшне лекме пултарас хӑрушлӑх питех те пысӑк пулнӑ, Артур чӑнахах пысӑк йӑнӑш тума пултарнӑ. Ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫсем (пуринчен ытларах хура ӳтлисем), тропикри тутлӑ ҫимӗҫсем, пуринчен лайӑхрах, хулара ҫутӑлса кайнӑ вут ҫутисем, — ҫаксем пурте кӑмӑла ҫӗклентерсе яраҫҫӗ, юнланнӑ тӗксӗм Мул утравӗн евӗрне те килмеҫҫӗ. Докторпа сквайр кун каҫа хулара ирттерме йышӑнчӗҫ. Вӗсем мана та хӑйсемпе пӗрле илчӗҫ. Йӗркеллӗ, чӗреллӗ… тавах ӑна… Олейник ун ҫине ҫиленсе, куҫӗсене чалӑштарса пӑхрӗ те пӳрнипе кӑчӑк туртрӗ. Алвиш, Гаррис-американец йышши агентсем вӗрентнӗ темиҫе акӑлчан сӑмахне аса илсе, ҫӗнӗ чурасене чипер ҫитнӗ ятпа саламларӗ. Карап кайӑк пек ыткӑнса пырать. Пӳлӗмре пӑшал сасси кӗрӗслетрӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл кулӑра ку ҫын манран мӑшкӑлани, предатель пулни те курӑнать. — Сире вӑл пурпӗрех пулсан та, эсир ӑна ҫав-ҫавах пӗлетӗр! — терӗ Паганель. Лапшинов хӑйӗн селӗп чӗлхеллӗ, катӑкрах ӑслӑ ывӑлне алӑран ҫавӑтрӗ, унӑн пуҫне мулахай тӑхӑнтартрӗ, пӳртӗнчен тухрӗ. Ҫаврӑннӑ та вӑл, каялла кайма хӑтланать. Апат кам пӗҫерсе паратчӗ? Ку темӗн мар. Кунта, кур-ха, пӗр тенкӗлӗх мар пурлӑх чиксе янӑ. — Ҫук, ҫамрӑк ҫын, — терӗ вӑл пуҫне сулласа. — Акӑ, каллех эпӗ. Кашни ир вӑл ашшӗпе калаҫать, — тахҫанах ҫапла йӗркеленнӗ. Говэн вӑрттӑн тухса ҫӳремелли шӑтӑкӑн шутарса хунӑ чулӗ ҫине пӑхса, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫак вӑрттӑн шӑтӑкран де-Лантенак маркиз тухса кайнӑ-ҫке! Пӑшалсенчен пенӗ залп виҫӗ хутчен кӗрлесе кайрӗ те ҫӗнӗ вилӗ тӑпри чӑрӑш турачӗсемпе витӗнчӗ. — Вельможӑсен пурин те пулать ун пекки. — Эпӗ усал ҫынна юратса пӑрахман пулӑттӑм. «Турӑ… ҫӑм», — малалла вуларӗ лешӗ. — Их, ах, их, ах! 1920-мӗш ҫулхи июнӗн 5-мӗшӗнче Будённӑйӑн 1-мӗш утлӑ ҫарӗ, темиҫе хутчен кӗскен хаяррӑн тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн, Савицкий генералӑн пӳлсе тӑракан утлӑ ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, поляксен фронтне 3-мӗшпе 4-мӗш ҫарсем чикӗленсе тӑнӑ вырӑнтан татать те Ружин енне ҫул хытать. Телейлӗ шухӑш пырса кӗнӗ станца пуҫлӑхӗн пуҫне. — Хӗрачи хамӑр ялсем. Карта ҫумне тайӑнса, хӑй флягине винтланӑ хушӑра Матвей Юргин хӑйне хӑй чарсарах калаҫма хӑнӑхнӑ йӑлипе мухтаса илчӗ: — Ҫапах та аван-ҫке сирӗн шыв! Эпӗ, вӑл каларӗшле, яланах кулӑп, ухмахланӑп, кайран вара тытӑп та ҫакӑнса вилӗп… Ҫиҫӗм ҫутинче пӑрахут лайӑхах курӑнать. Тусем ҫине те ҫӳренӗ вӑл, вырӑссене те вӑрланӑ, тӗрмере те икӗ хутчен ларнӑ. — Мӗн эсир, паныч, ун ҫулӗ ҫине тӑмарӑр? — кӑшкӑрчӗ те вӑл чӗлхине темиҫе хут кӳренӗҫлӗн чаплаттарчӗ. Тусанлӑ ҫулпа юрттарса каҫхи тӗтреллӗ инҫетлӗхре ҫухалакан вырӑссен тройкин тӗрлӗ сасӑллӑ шӑнкӑравӗсем ҫапла янӑраҫҫӗ — хуллен, тикӗссӗн, хӑлхана лӑпкаса, унтан хуллентерех те хуллентерех, вара, лӑпкӑ хирсен шӑплӑхӗнче, пачах илтӗнми пулаҫҫӗ. Уншӑн тенӗ пекех паян кунӗ те ытарма ҫук илемлӗ, ҫакӑн пек илемпе кӑнтӑрти ҫуллахи вӑхӑт ҫеҫ мухтанма пултарать. Ачасенчен чи кӗҫӗнни, ҫаплах тата чи хӑюлли те пулмалла, Давыдовӑн пысӑк аллине хӑйӗн пӗчӗк аллипе шанчӑклӑ тытса, хӑюсӑррӑн:— Ҫемен пичче, эсӗ халӗ чӑнах та пирӗн патӑрта пурӑнма пуҫлатӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Пысӑк тата пӗчӗк хырсем пӗр-пӗринчен пысӑк хушӑкпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Мускат мӑйӑрин тата азалия йывӑҫҫисен чӑтлӑхӗсен хушшинче те хӗвел хӗртсе типӗтнӗ уҫланкӑсем курӑнаҫҫӗ. Сивӗпе хӑнтӑрканӑ Ҫӑрттан мучи вӑранса кайрӗ. — Мӗнле-ха эпӗ капла, аптрасах ӳкнӗ?» Темиҫе пин куҫ, ҫав пин куҫран кашни мӑшӑрӗнчех «Малашлӑх пирӗнте» тесе йывӑр чаршав тӗлӗнче ҫиҫсе тӑракан саспаллисем хӗмленеҫҫӗ. Пысӑк пӳлӗме каялла таврӑнсан, вӑл диван ҫине меллӗн майлашӑнса ларчӗ, шухӑша путрӗ. Арӑмне чаплӑн пытарса, Игнат ачине тӗне кӗртнӗ, Фома ятлӑ хунӑ, унтан ӑна, чӗрине ыраттарсах, хреснашшӗ патне — Маякин килне усрама панӑ: Маякин арӑмӗ те шӑп ҫав кунсенчех ҫӑмӑлланнӑ пулнӑ. Пӗрре мана аташнӑ пек те туйӑнчӗ. Мӗн чул кӑна шырарӑм, ҫапах та каялла пымалли ҫула тупса пулмарӗ. Санин вӗсен кану кунне илемлетме килӗшрӗ те, Клюбер господин тепӗр хут пуҫ тайса илчӗ, шупкарах тӗслӗ панталонне кӑмӑллӑн вӗлтлеттерсе, вӗр-ҫӗнӗ атӑсен подошвисемпе чӑкӑртаттарса тухса кайрӗ. Сталин Твороженковӑна мӗн те пулин парса парнелесси пирки пӑшӑрханса ӳкрӗ, такама чӗнсе илчӗ те темиҫе пирожнӑя ятарласа тунӑ пӗчӗк корзина ӑшне хурса илсе килме хушрӗ. Алексей Кукушкинӑн яланах кӑмӑлсӑррӑн курӑнакан пӗчӗкҫеҫ те йӳҫек пит-куҫне аса илчӗ, ҫав хушӑрах тата паян вӑл носилкӑна епле тирпейлӗн тыткалани те аса килчӗ. «Мӗн тумалла?» — тесе шутлатӑп. Февральти шартлама сивӗ каҫ эпир вагонри узорнӑй чӳречинчен тухатпӑр. Юлашки перегона уборнӑйӗнчех ирттерсе яма тӳрӗ килчӗ пире. — Кай эс шуйттан шӑтӑкне! — ҫиллессӗн кӑшкӑрнӑ Ежов, Фома патӗнчен пӗҫертеннӗ пек сиксе ӳксе. — Майор, эсир судья пулатӑр; акӑ, вун пилӗк червонец; ытти пиллӗкӗшне, сирӗн мана памалли пурччӗ, хутӑма кӗрӗр-ха эппин, вӗсене ҫаксем ҫумне хушӑр-ха. — Эсӗ хӑвна Петр тата тепӗр курпун ҫапса кӑларасран хӑрамастӑн-и? Ҫӗр айӗнче пытанса пурӑнакан ҫынсемпе тулнӑ хӑрушӑ чӑтлӑхсем, революцин улӑп пек пысӑк ури пысӑк пуснипе граждан вӑрҫин фонтанне сирпӗнтерекен япаласем пекех туйӑннӑ. Анчах ҫӳлте хытӑрах та хытӑрах переҫҫӗ, тӑрӑрӑн лекнӗрен карапсен тӗпӗсем чӗриклетеҫҫӗ. Хураллӑ лав яла кӗчӗ те чиркӳ умӗнчи площаделле пӑрӑнчӗ. Эпӗ ун ҫинчен каласа панинчен эсӗ ан тӗлӗн. Виктор питне-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелесе илчӗ. Халӗ вӑл судьясем унӑн ывӑлӗпе хаяррӑн тавлашассине, хӑйсен чӑнлӑхне кӑларса тӑратса, ӑна хирӗҫ ҫилӗллӗн калаҫасса кӗтрӗ. Вӑл калинккерен кӗрсе терраса ҫине хӑпарчӗ те чӳречерен пӑхрӗ. Пӗчӗкҫеҫ хӗрача ҫывӑрать. Эпӗ ӑнланаймастӑп, пӗтӗмпех шухӑша кайнӑ пиччерен ыйтма шутларӑм, анчах ӑна чӑрмантарасшӑн мар пулса, каллех исландецран ыйтатӑп. Пӗр эрне хушши эпӗ Сильвио кукка патӗнче хӑвара пултӑм. Кораблева хирӗҫ «кавар» тунӑ ҫӗрте ӑнсӑртран свидетель пулса тӑнӑ чухне, Татариновсен пӳртӗнчен намӑслантарса кӑларса янӑ чухне те ҫакӑн пекех пулнӑччӗ. Манёврсем пӗтесси ҫывхарса килет. Вӑл аран-аран илтӗнекен, йӑпӑш сасӑпа чӗнет: «… Ҫсам, ҫсам кантӑка…» Ним йӑнӑш тумасӑр хӑтланас пулать. Актер тени куракансен кӑмӑлне пӗлет, теҫҫӗ. Лешӗ ҫакна тӳсеймесӗр пуҫне усрӗ. Анчах Иван Павлыч пӗр иккӗленмесӗрех: «Пулаймастӑн», тесе татрӗ те, эпӗ тарӑхса кайрӑм. Революцилле шухӑш хӑйӗн ҫуначӗпе ҫӑпата сыракансене те, университет студенчӗсене те, ҫӗлӗклӗ хресченсене те, шлепкеллӗ те фескӑллӑ камилавкӑллӑ хула ҫыннисене те ҫупӑрларӗ. Тӗтре сирӗлсе пырать, анчах вӑл вӑрман тӑррине хупӑрласах тӑрать-ха. Вӑл унӑн амӑшӗ виҫӗмкун пулнӑ калаҫу хыҫҫӑн, мӗн те пулин хӑйне кирлӗ пек тутарасшӑн питех те тӑрӑшни ҫинчен, Джемма хӑйӗн шутне пӗр талӑк хушшинче пӗлтерме сӑмах парса Леноре фрауран хӑпни ҫинчен; ҫав срока мӗнле ыйтса илни ҫинчен тата ыйтса илме епле йывӑр пулни ҫинчен; пачах кӗтмен ҫӗртен нихҫанхинчен вӗҫкӗнрех тумланнӑ тата ҫухине нихҫанхинчен те ытларах крахмалланӑ Клюбер господин пырса кӗни ҫинчен каласа пачӗ. Палламан вырӑс ача-пӑчалла хӑтланса каҫарма тивӗҫсӗр ӗҫ туни — ку санӑн дуэль пирки ӗнтӗ, — ӑна та кӳрентерни (вӑл шӑпах ҫапла каларӗ) ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн сана хамӑр пата урӑх ан кӗртӗр, тесе ыйтрӗ. Смурый аллисене сулса, вӑтаннӑ пек куҫӗсене мӑчлаттарса, мантан ыйткаларӗ: — Мӗн капла, э? Эпӗ кам хӗрӗ пулнине ан манӑр… — Рио-Гранде тӑрӑхӗнчи чи мӑнкӑмӑллӑ помещикӗн хӗрӗ тата Техасри ҫавнашкалах мӑнкӑмӑллӑ хуҫан хурӑнташ хӗрӗ. «Тур ҫырлахтӑрах, мӗнле эрешлесе пӗтернӗ! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, пушмаксене ярса илсе. Тахӑшӗ савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ: — Пурне те ил, кукамай, мӗн пустуй лӑпӑртатса тӑратӑн? Унӑн пыл пек тутлӑ шӑрши каҫпа пӗтӗм хутора сарӑлать, хӗрсен чӗрине ачашшӑн хускатать. Ҫук, эсир вӑхӑта сая ан ярӑр, ыйтӑр та ыйтӑр. — Пӗлетӗр-и, хӑвӑр мӗнле вӗҫнине? — тенӗччӗ мана Ленинградрах шкул начальникӗ. Эсир вӗлертӗр! — Апла вара айванла пулса тухмасть-и? — Хаклӑ пичче, эсир тӗрӗс ҫулпа пыратӑр, кайнӑҫемӗн ытларах та ытларах хӑрушлӑх пулман пулсан, эпӗ сирӗн сӑмахӑрпа ӗҫӗре хамах та ырланӑ пулӑттӑм, — терӗм. — Ав, мӗнле ҫынсем ӳсеҫҫӗ! — хӑйӑлтатса пӑшӑлтатрӗ вӑл. Эсӗ ҫапла шанчӑклӑрах пулать тесе шутлатӑн, анчах мур пӗлет-и унта, ӗҫ темле пулса тухать-ха: ӑнать-и е шӑнать-и… — Ултӑ сехет юлчӗ. Ун вырӑнне Вера мана княжна пирки кӳлешет: турӑмах иккен хам ӗмӗтленнине! Амӑшӗ ӑна вырӑнӗ-мӗнӗпех урайне сӗтӗрсе антарма тытӑнать. Пусма-тавар кунта пиншер «шукка», урӑхла — хӑлаҫ; Вӑтам пӳллӗ, сарлака кӑкӑрлӑскер, вӑл хурлӑхлӑрах савӑнӑҫпа тулнӑ ҫынччӗ. — Николаев ҫеккунтлӑха иккӗленсе тӑчӗ. Ӑна илме ӗнтӗ ҫирӗм миля таран кайса ҫӳрес ҫук, унтан ҫывӑхра тупмалли те ҫук. Вӑл вӑхӑтра тӑракан июль шӑрӑхӗ те тата ытти те йӑлтах ҫакна пулӑшнӑ. — Вӑрҫӑра чух ун пек нервсемпе питӗ япӑх, господин офицер. Каҫхине Синопа арӑслан ҫурине аллине тытса вут умӗнче ларнӑ. — Асатте, — ыйтнӑ вӑл Хӗрлӗ Тӑрнаран, — мӗншӗн пур ҫырла йывӑҫҫи ҫинче те тенӗ пекех шӗвӗр йӗпсем пулаҫҫӗ? Николай, шухӑша кайса, пӳрнипе сӗтеле шаккаса ларнӑ май:— Эсир паян хӑвӑр пек мар, Саша… — терӗ. Вӗлернӗ ҫӗлене урипе тапкаласа, савӑнӑҫлӑн кулса, Зеб Стумп хӳшӗрен тухрӗ. Тӑватӑ офицер: Михайлов паллакан Калугин адъютант, Гальцин князь адъютант, ку вара Калугиншӑн хӑйшӗн те кӑштах аристократ, Нефердов подполковник, ку ӗнтӗ светри ҫынсенчен пӗри, вӑл отставкӑна тухнӑ, хӑйӗн патриотизмла шухӑш-кӑмӑл пуррине кура, е чысшӑн ҫуннипе, пуринчен ытла пурте ҫапла тунине кура 122-ӗн тан службӑна таврӑннӑ ҫынсенчен пӗри; хӑй вӑл Мускаври клубсем тӑрӑх ҫӳрекен ватӑ хусах пулнӑ, кунта килсен вӑл кӑмӑлсӑррисен партийӗпе пӗрлешсе кайнӑ, нимӗн те туман, нимӗн те ӑнланман вӗсем, начальство распоряженийӗсене тиркесе кӑна пурӑннӑ, тепри Праскухин ротмистр, ку та 122 геройран пӗри. Юрататӑн тепӗр чухне, тӑрӑшатӑн, анчах ҫав юрату патне пыма ниепле те май килмест. Эпӗ халӗ телейлӗ, пачах та чирлӗ мар, асапланса та тертленместӗп. Санӑн хӑвӑн ҫурт — пӗр пуслӑх ҫеҫ пулсан та — ҫавах хӑвӑн! Хӑшпӗрисем, вӑл ӗмӗрте сахаллӑн шутланаканскерсем, ку тискер ӗҫсемпе килӗшменни нимӗне те пӗлтермен. — Вӑл-и? Жандарм ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ывӑлне хӑйӗн пӗрремӗш ӗҫӗ пирки каласа кӑтартасси ҫинчен шухӑшларӗ, анчах ун умӗнче ним тума аптранӑ офицерӑн хаяр, сарамак сӑнӗ тӑчӗ. Авланнӑ ӗнтӗ халь. Вунсакӑр кун ҫитрӗ ак паян… Алексей снарядсем ҫурӑлни ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Вӑл ҫаплах фронт линийӗ ҫине пӑхрӗ. Юлашкинчен ҫак хыпара пӗлтерме шутланӑ ҫынсем: ку япала Ту-Этемӗн япали пулӗ, тесе шутлатпӑр, ӑна пилӗк лашапа ҫеҫ тӗп хулана турттарса леҫме пултаратпӑр, тесе каланӑ. Ну эппин тӳрех кала: мӗнле комсомол пирки? Пӑравус хӑшпӗр вакунсене пӗр ҫул ҫинчен тепӗр ҫул ҫине куҫарнӑ вӑхӑтра Джонни патне йӑпшӑнса пычӗ те пӗр пушӑ вакун алӑкне тертленсе уҫса шала кӗчӗ. Йытӑ хытӑ улшӑннине пурте асӑрхарӗҫ, анчах мӗншӗн ҫапла пулнине никам та ӑнлантарса параймарӗ. Пӗтӗм пурнӑҫа эпӗ… Унсӑр пуҫне тата юлашки кунсенче ытла та тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртрӗҫ… Ҫунана ларсанах вӑл тӳрех алла тилхепе тытнӑ та лашине уттарнӑ. Эпӗ спальняра урлӑ ҫунӑ чух ҫав кӗнекесем айнелле лапра шыв юхса кӗретчӗ? Анчах часрах пӗтер эс ҫак усӑсӑр япалана, хаклӑ Ҫемен! Хӑвӑр тата сывах-и? — Кам коляски?.. Хам улпутӑн… Вӑл ҫӗнӗрен малтанхи пек майлашӑнса ларчӗ, чӗркуҫҫийӗсене ҫумӑр ҫине кӑларса хучӗ, вара тӗттӗмре курӑнман чӑптана мӗнле тӳрлетмелли ҫинчен шухӑшлама тытӑнчӗ. Манӑҫас тесе, эпӗ кашни станцӑрах туха-туха кӗтӗм. Пӗр станцӑри буфетра ҫынсем эрех ӗҫнине куртӑм та хам та тӳрех шур эрех ӗҫрӗм. Николай Антоныч калать, аҫу хӑй айӑплӑ, тет. Ӑна хирӗҫ пулсан, тути хӗррисене аран-аран хускаткаласа, хӑйӑлтатса илетчӗ: — Мучи, казак чунне пӗтме ан парсамччӗ, тархасшӑн тытса ан парччӗ! Шӑпах игумен тияккӑна чӗннӗ самантра Викентий Кралич патне кӗретчӗ. Юрату пирки пирӗн ҫӑвартан пӗр сӑмах та тухман-ха, анчах пӗр-пӗринсӗр тӑма пултараяс ҫукки иксӗмӗршӗн те тахҫанах паллӑ ӗнтӗ, ку вӑл пирӗншӗн ҫӑкӑрпа пӗрех хаклӑ, ҫавӑнпах пулӗ-и, ним чӗнмесӗр тӑнӑ чух, пӗр-пӗрин ҫине ӑнсӑртран харӑсах пӑхса илнӗ самантсенче, Олеся куҫӗсем нӳрелнине тата ун тӑнлавӗнчи ҫинҫе кӑна кӑвак тымар мӗнлерех йӑлтлатса тапнине час-часах курнӑ эпӗ… Хваттер уҫӑ, Павка ҫук». — Анчах эпӗ хӑратӑп… вӑл халь сайра хутра кӑна пӗччен пулать, терӗр-ҫке-ха эсир. — Паллах, вӑл ҫав усал метис. Пӑлхав ӑнӑҫман хыҫҫӑн хӑшӗ-пӗри тӑшмана сутӑнма хӑйни ӑна чӗререн вӑтантарчӗ. Пусма тӑрринчи балкон ҫинче, хресченле тумланнӑ ял мэрӗ тӑрать, вӑл ҫанни ҫине виҫӗ тӗслӗ хӑю ҫыхнӑ. Казак тата пӗрер минут та пулин тӑхтама, ӑна вӑл мӗн каланине итлеме ыйтрӗ пулин те, Марьяна чарӑнмарӗ. «Неушлӗ ку эпӗ?» шутларӗ Алексей. Тытӑнчӑк калаҫать». Эсӗ мана шанатӑн пулӗ тесе шутланӑ-ҫке эпӗ! Хамӑн тусӑма юрасшӑн тем чухлӗ тӑрӑшрӑм пулин те, эпӗ унра нимӗнле илем те тупма пултараймарӑм. Эпир тапранса темиҫе хӑлаҫ кайсан, эпӗ ун ҫине пӑхса илме шут тытрӑм. Тӗттӗм ҫӗрте ҫутатакан кӑмпасем кӑшт ҫеҫ чалтӑртатса лараҫҫӗ. Виҫӗ ҫын ҫӗр ҫинчи йӗрсене пӑхса ҫӳреҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Мак-Набс Блек-Пойнт тимӗрҫине палларӗ. Карчӑка тав туса (куна хирӗҫ вӑл, курмӑш-илтмӗш пулса, ним паллӑ та памарӗ), эпӗ унран шляха мӗнле тухмалли пирки ыйтрӑм. Юратнӑ вулакансем, хӑвӑр умӑра пӗр ҫитмӗл ҫулти тулли те ҫӳллӗ, кӑштах Крылова аса илтерекен сӑн-питлӗ, усӑнса аннӑ куҫ хупанкисем айӗпе тӳррӗн те ӑслӑн пӑхакан, танлӑ кӗлеткеллӗ, тӑсарах калаҫакан, васкамасӑр ҫӳрекен ҫынна кӑларса тӑратӑр-ха: акӑ сире Овсяников пулса та тӑчӗ. Чӗркуҫҫи ҫинче? Анчах ман хӑрах чӗркуҫҫи ниме те юрӑхлӑ мар вӗт. Анчах мӗне пула ҫапла чаплӑ тумланса янӑ-ха эсӗ? Хӳме ҫумӗпе утса пыратӑп та ҫапла, сасартӑк тем калаҫкаланине илтетӗп: пӗр сассине тӳрех уйӑрса илтӗм: вӑл чарусӑр Азамат сассиччӗ, хамӑр хуҫа ывӑлӗ; тепри вара сайрарах та хуллентерех калаҫать. Апла пулсан, кашни минутрах чӑн-чӑн этем пулассишӗн, чан-чӑн совет ҫынни, Тӑван ҫӗршывшӑн ҫапӑҫма пултаракан воин пулассишӗн кӗрешме тӑрӑшмалла. Айртон ҫинчен ку ҫын пур енчен те шанчӑклӑ тесе пӗлтерчӗ. Лар, Овечкин. Хӑшпӗр чухне вӑл темиҫе эрне тӑтӑшах ҫӗтсе пурӑнать. Андрей ирӗксӗрех Вазуза патӗнчи ҫапӑҫусене аса илчӗ. Шутласа пӑхӑр эсир: чи хӑвӑрт вӗҫекен икӗ истребитель пӗр-пӗрине хирӗҫ хӑйсен моторӗсем паракан пӗтӗм хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе пыраҫҫӗ. Венгрири хӗрарӑмсем хулӑн пулма питӗ юратаҫҫӗ. Хохол пӳлӗм тӑрӑх аллипе пуҫне сӑтӑркаласа ҫӳрерӗ, хӑй урайнелле пӑхса калаҫрӗ: — Пӗлетӗр-и, тепӗр чух чӗрере ҫав тери тӗлӗнмелле япала пурӑнать! Ҫӑрттан мучипе пӗрле вӑхӑтлӑха мӗнле те пулсан хусах арӑм патне пурӑнма куҫас пулӗ, унпа пирӗн урӑх май ҫук! — Ҫапла, ӑна эпӗ вӗлересшӗн пулнӑччӗ. Дениска пӗтӗм пӗвӗпе каялла туртӑнчӗ те тилхепене карӑнтарса туртрӗ. Эх юрлаҫҫӗ, тӗрлӗ кӗвӗ кӗвӗлеҫҫӗ — нимле ыйхӑ аса килмест! — Мӗн тӑвас-ха? — терӗ плантатор, калама ҫук хӑраса ӳксе. Телескопсене мӗн чухлӗ лайӑхрах кӑтартакан тунӑ, тӳпере ҫӑлтӑрсем те ҫавӑн чухлӗ ытларах тупӑнса пынӑ. Ун чухне вара, широтапа долготана шыраса тупсан, тата сывлӑшпа тинӗс юхӑмӗсене сӑнаса пӗлсен, вӑл мӗнле ҫул туса ҫӳренине те пӗлме пулатчӗ. Халӗ ак, ҫилсемпе шывӑн юххисене хирӗҫ ишсе ҫӳрекен почтальона пула, тем те шухӑшлама пулать. — Ан васкӑр-ха выводсем тума, Джон. Маша, ӑнран кайса тенӗ пек ун ҫине пӑхса тӑчӗ те, сӑмахӗсене Кирила Петровича куҫарса пачӗ. Унӑн историне никам та пӗлмен. — Вӑл сана… Каярахпа эпӗ император ҫумӗнчи пӗр чаплӑ улпут урлӑ, манӑн чи ҫывӑх тус пулса кайнӑ улпут урлӑ, государство совечӗ манпа мӗн тӑвассине пӗлмесӗр нумайччен аптраса тӑни ҫинчен пӗлтӗм. Эпӗ трубкӑна ҫакса хутӑм… Карт туртӑнчӗ те — Павел хӑйне тапӑнакан енне ҫаврӑнчӗ. Чӑнне калатӑп, хама яла кайса пурӑнма сӗннӗ чух эпӗ ҫакнашкал кичемлӗхе кӗрсе ӳкӗп тесе пач та шутламан. Ун патне вӑл эрнере пӗрер хут пырса тухать. Эрех ӗҫнипе савӑнсарах кайнӑ компание вӑл пӗрлешесшӗн те мар пек туйӑннӑ. Кӑнтӑр полюсӗн пӑрлӑх пӑнчи куҫа шартармаллах ҫиҫет. — Ан тив, ҫӗмӗрӗлччӗрех, — тесе калаҫма тытӑнчӗ ҫухине плис тытнӑ ҫын, аллисене сарса пӑрахса: — мана мӗн ӗҫ пур-ха! — Эп пулнӑ… эп пулнӑ… ну, пӗр ҫӗрте, — вара вӑл пӑшӑлтатнӑ пекех хушса хучӗ: — намӑс ҫуртӗнче пулнӑ. Талькав хӑй те ҫак индеецсене вӑрӑ-хурахсем тесе шутларӗ, Талькав тесен, вӗсем кам иккенне пӗлет пуль ӗнтӗ. — Мӗншӗн-ха эсӗ манӑн Джека маларах каламан мана кунта илсе килме? Ҫын сывмар пулсан, унӑн пӗр тӗрлӗ пурнӑҫӗ ишӗлчӗ, анчах тепри йӗркеленсе каяймарӗ пулсан, вӑл вара пӗтӗмпех известь, тусан, катӑк-кӗсӗк айне пулать, унӑн туйӑмӗсем те, ӗмӗчӗсем те. Ӑнӑҫлӑ самант килсе тухман пулсан, эпӗ юлашкинчен хамӑн шухӑшӑма пӑрахаттӑм пулӗ. Пирӗн ССР Союзӗнчи мӗн пур ӗҫ ҫыннисен, вӗсен национальноҫне-мӗнне пӑхмасӑр, пӗтӗмӗшле интересӗсене пӗтӗҫтерсе тӑракан аслӑ орган пур. Ротӑсен умӗнче ҫӗнӗ хаки тӗслӗ костюм тӑхӑннӑ старшинасем, уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ пек, аллисенчи туйисемпе сулкаласа, ҫӑмӑллӑн утса пыраҫҫӗ. — Эпӗ хамӑн ачасемпе пӗрле. Вӗлереҫҫех ӗнтӗ, сисетӗп вӗлерессе; анчах камӑн та пулин каймаллах пулнӑ вӗт-ха, ротӑна пурӗпӗр прапорщикпе яма ҫук, мӗн те пулин пулнӑ пулсан, полк чысӗ, арми чысӗ ҫавӑнтан килет вӗт-ха. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен кӑмӑллӑн тӑрӑхлаҫҫӗ. Эпӗ хуллен аллине сӗртӗнсе илтӗм те хӑвӑрт тухса карӑм. Тепӗр чух эпӗ хам халсӑр пулнишӗн тата Олеся патне кулленех туртӑнтаракан йӑлана пӗтерейменшӗн тарӑхаттӑм. Пурӑн эс — нимӗн хӑрамасӑр, ту мӗн тумаллине, хӑвна мӗн пӳрнине. Кам-ха унӑн чунне уҫса пӑхӗ, ӑнланӗ? Анчах вӑл тӗрӗс мар. Эпӗ ыран тепре килсе каятӑп. — Ӗҫнӗ… — Акӑ мӗн тӑваҫҫӗ мана, юнӗҫенсем, ылханлӑ чунсем, — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса, ҫав тери ҫилӗллӗн, эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Ганнибал мана унӑн пӗтӗм лагерӗнче те пӗр тумлам та уксус пулманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Крепость хуралӗнчи Шӑрчӑк текен салтакран. Эпӗ ҫаврӑнтӑм та, пӗр чӑрмавсӑрах чиркӳрен тухса кӳммене кӗрсе лартӑм, ямшӑка: «Яра пар!» — тесе кӑшкӑртӑм. — Эпӗ ирландец, — терӗ мустангер, хӑй тутӑрне кӗсьене чиксе. Аэлита та сирпӗнӳ сассине илтнӗ, чакӑл ту ҫӳллӗшӗнчен пушар еннелле тӗмсӗлнӗ. Ҫапах та вӗсем — иккӗшӗ те вӑйлӑскерсем, иккӗшӗ те ҫирӗпскерсем, хӑтӑлнӑ хаваслӑхпа ҫунатланнӑ ӗнтӗ — татах чылайччен канма пӗлмесӗр чупрӗҫ. Эпӗ киле каҫпа нумай пулсассӑн, тусанланса та вараланса, вӗсем пек мар урӑхла йышши япаласем курни-илтнисемпе тавӑрӑнаттӑм: вӗсем мӗн курни-илтнисем тӗрӗссипе каласан, пит те пӗрпеклисемччӗ. Сасартӑк Владимир ҫынсем хушшине сиксе тухрӗ те вичкӗн сасӑпа: — Лекарь кирлӗ мар, атте вилчӗ, — терӗ. Уйӑх ҫутипе пушар ҫути вӗсене пит лайӑх ҫутатать. Мӗн кирлӗ? Хурлануллӑ кӗлӗ йӗрки те пӗтет ӗнтӗ. Тепӗр кун каҫхине Павел вучах патӗнче пулмарӗ.. Амӑшӗ ӑна пӗр сӑмахсӑрах ыталаса илсе хӗрӳллӗн чуптурӗ. — Тӳрех Севастополе каймалла-и? — ыйтрӗ вӑл, пӗр минута яхӑн чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Халӗ пирӗн офицерсем американецсене хамӑр пек, вырӑсла кӗтсе илме шутларӗҫ. Амӑшӗ вӗсене чӗнме пуҫларӗ: — Ачамсем! Ҫак самантра Андрей каллех, ун ҫинчен шухӑшласа илчӗ: ман умра ӗлӗкхи Степан Бояркин мар, пачах урӑх ҫын тӑрать. — Илмесӗр? Петька хапха еннелле ыткӑнчӗ, сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫын ун хыҫӗнчен чупрӗ. Ача-пӑчасем вӗсем — чӑн-чӑн тӑшман чӗпписемех ҫав! Ара, вӑйӑ шухӑшласа кӑларнӑ: кам та кам пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленет, ҫавӑ «патша» пулать имӗш, вӑл вара, ыттисем ҫине утланса ларса, ҫил арманӗ патӗнчен анкарти хыҫне ҫитичченех кайма пултарать. Ӗҫсе тӑрансан, вӑл чӑнкӑ ҫыр хӗрринелле улӑхнӑ, аманнӑ ҫын выртакан уҫланкӑ тӑрӑх чупса каҫнӑ та вӗтлӗхе кӗрсе ҫухалнӑ. (Пурте кулаҫҫӗ.) Хӑвна хӗрхенместӗн пулсан, аҫу-аннӳне те пулин хӗрхенсем. Ӳсентӑран океана юхса тухакан шыв вӑрринчи пек пуян мар, ҫапах та Ҫӗнӗ тӗнчепе Кивӗ тӗнчери вӑтам климатлӑ ҫӗршывсенчинчен чылай йӑвӑ. Тен, эсӗ ҫак минутра: «Мӗнле пурне те сӑнаса ӗлкӗрнӗ ку?» тесе шухӑшлӑн… Ҫаврӑнкалакан ҫӗрте асӑрхануллӑн сӑран сӑрнӑ кӗсменсен тӑпсисем чӗриклетмерӗҫ. — Ҫук, — терӗ Марко, хӗвне пӑхкаласа. Анчах вӑл доктора начар сасӑпа, ҫав вӑхӑтрах ҫиленсе вӑрҫма тытӑнчӗ. Кӗпер хӗрринче, урисене шывалла ярса, темӗнле матрос ларать, кӗпе вӗҫҫӗнех вӑл, пурттипе темӗскер касать. Ҫамрӑк ҫын ҫулҫӳренпе французла калаҫа пуҫларӗ. Сухалсӑр пулнӑ пирки вӑл хӑйне аслӑраххӑн кӑтартма тӑрӑшрӗ, — анчах пултараймарӗ: хӑй именнине те пытараймарӗ, — тенкел ҫине ларнӑ чух, хӗҫӗ ҫине такӑнса, кӑштах персе анмарӗ. Тӗрӗс, уҫланкӑра вӗсенчен страуссем мар, жирафсем тарса кайрӗҫ! Ҫапах та ҫак кун, пӗлӗтсем ҫӑраланса ҫитнӗ пулин те, ҫумӑр пулмарӗ. Хӗрӗх милӗ ҫӑмӑллӑнах тухнӑ лашасем каҫхине ҫанталӑк вӑйӗсемпе хӑех пулса ларнӑ, шывпа тулнӑ тарӑн та пысӑк пӗве «канада» патне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Марсиан Лосьпа Гусева карап ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Кай, шуйттан! Сэм Митчел ҫакна каласа кӑтартнӑ хушӑрах ҫулҫӳревҫӗсем патӗнчен ҫур кӗтӳ ытлашшипех питӗ йӗркеллӗн иртрӗ. Эсир Собрани ҫурчӗн аслӑ залне кӗретӗр. Анчах тапак тӗтӗмне пӗр-иккӗ ҫӑтни те Ваҫили Андрейча хӗпӗртеттерсе янӑ. — Макарушка, политикӑ вӑл автансене тивмест пулӗ? — хӑюсӑр ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи. Малалла мӗн пулнине ҫырса кӑтартма хӗн. Джо ҫав шухӑша ҫыпӑҫрӗ те: «Эпӗ те туртса пӑхатӑп», — терӗ. Тем усалӗ ҫавна нӳхреп лаҫҫине ертсе кӗнӗ те, нӳхрепе ӳке панӑ хайхискер, урине хуҫнӑ пӑрахнӑ. Ҫулланса-якалса пӗтнӗ хулӑн вителӗк сирӗлчӗ те, ун айӗнчен питӗ ҫинҫе мӑйлӑ кӑтра пуҫ курӑнчӗ: икӗ хура куҫ йӑлтӑртатса илчӗ, Егорушкӑна тӗлӗнсе сӑнама тытӑнчӗ. Эмилио-ши вара? Тухтӑр кайрӗ. Вӗсем шӑппӑн, пӗрин хыҫҫӑн тепри — малтан асли, унтан кӗҫӗннисем — тухса кайсан, Артамонов, хӑйӗн йывӑр аллине Баймаков чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса:— Евсей Митрич, эпӗ пӗрре килнӗ чухне евчӗ те пулас терӗм: хӑвӑн хӗрне манӑн аслӑ ывӑла качча пар, — терӗ. Малта йывӑрлӑхсемпе чӑрмавсем нумай пулнӑ: рапорт ҫырмалла, хаяр подполковника аттестатсене мӗнле майпа ҫухатни ҫинчен ӑнлантармалла; ку шкулта, ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр пырса тӑрса ҫавӑн пекех вӗҫӗмсӗр кайса тӑнӑ пирки йӗркесӗрлӗхсем пулнипе, апата начартарах ҫитернӗ, курсантсем кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах каҫхи апат ҫинчен ӗмӗтленме тытӑннӑ; вӑтам шкул ҫуртӗнче — вӗҫекен состав валли вӑхӑтлӑха тунӑ общежитире — трубасем ҫурӑлнипе тӳсме ҫук сивӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та Алексей малтанхи каҫхине одеялпа сӑран реглан айӗнче ҫӗрӗпех чӗтресе выртрӗ. Ҫапах та Мересьев хӑйне кунта питӗ аван туйрӗ, чӑрмавсемпе кансӗрлӗхсем ҫине вӑл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. — Ҫук, — терӗ Гаррис. Бенедикт пичче Геркулеспа айкашнӑ вӑхӑтра Уэлдон миссис пӗчӗк Джека вулама-ҫырма вӗрентрӗ, ун тусӗ, Дик Сэнд, ӑна арифметикӑпа паллаштарчӗ. — Марьяна! — терӗ Оленин, ун патнелле пырса. Ҫакӑ ӗнтӗ юратнине пӗр пытармасӑр пӗлтерни пулчӗ те! Ан тив, начар пӑхнине пула вӑкӑрсем вилсе пӗтчӗр, влаҫа хамӑр алла тытса илсен, вӑкӑрсем татах та ҫитӗнтерӗпӗр-ха! Ҫакӑн хыҫҫӑн эпир чӗлхе тӗлӗшпе ӗҫлекен шкула кайрӑмӑр. Кунта виҫӗ профессор тӑван чӗлхене аванлатмалли проектсем шухӑшласа кӑларас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Пӗтӗм Сечь урӑлчӗ, вӗсен хушшинче, нихӑҫан та пӗр ӳсӗр ҫын та пулман пек ниҫта та пӗр ӳсӗр козак та юлмарӗ. Култармастӑп хамран, никама та култармастӑп! Ӑна тӑхӑнсан эсир ӗлӗкхи саманаран пӗр-пӗр офицер майринчен те янкӑсрах», тесе калӗ? Ром! — Эпӗ ӑна пӗлетӗп, хаклӑ сэр. Ҫапла темиҫе сехет те иртрӗ, тепри, Ӑмӑрткайӑк вырӑнӗнче пулсан, тахҫанах халтан кайса ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах вӑл ывӑннине те палӑртмарӗ. Тӗмӗсене сирсе, вӗсем шыв ҫинелле пӑхрӗҫ. Мӗне кирлӗ? Намӑс! Мӗн вӑл никампа та ҫӳремест-и? Ҫакӑн пек команда тытса эпир пӗтӗм фрегатпа ҫапӑҫма пултаратпӑр. Ҫав ҫуртсенче ҫутӑ ҫукки, вӗсене хутса ӑшӑтма вутӑ пулманни тата вӗсем хуларан инҫетре ларни ҫеҫ тарӑхтарать. Ҫавӑнтанпа вара эпӗ тӗрлӗрен тӑлӑхсене пӑхса ӳстерме, вӗсене тимӗрҫ ӗҫне вӗрентме пуҫларӑм. — Мӗн унта, куртӑм темелли кӑна! Эпир унпа час-часах тӗл пулатпӑр. — Эсӗ кӑҫал ултӑ га тулӑ акса хӑварма хатӗрленнӗччӗ-и? Ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм Аркадишӗн аллӑ ҫухрӑм пекех туйӑнчӗ. Акӑ вара, юлашкинчен, тӳрем сӑрт тайлӑмӗнче Базаров ашшӗ-амӑшӗсем пурӑнакан пысӑках мар ял та курӑнчӗ. Ҫак картапа юр айӗнчен лайӑхах палӑракан урапа йӗрӗсемсӗр пуҫне, кунта этем пурри ҫинчен пӗлтерекен урӑх нимӗнле паллӑ та ҫук. Ҫапах та ҫурт патне ҫитме ӗмӗтленсе пӗтӗм вӑйран васкакан Алексей ӑна-кӑна асӑрхамарӗ. Ҫав самантрах тенӗ пек, виҫ-тӑватӑ хут сиксех вӑл юнашар килхушшине, карта ҫумӗнче ларакан акаци тӗмисем патне ҫитсе ӳкрӗ. Чӑнах та мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши, мехер эпӗр, чин чина хисеплетӗр теекен пуриншӗн те майлӑ правило вырӑнне, тӗслӗхрен, ӑс ӑса хисеплетӗр теме пуҫлас пулсассӑн? Ҫапла вара, ҫиччӗмӗш каҫ та ҫӑмӑллӑх пулмарӗ. Камера алӑкӗ патӗнче хурал тӑракан салтак Пӑван чӗрене ҫуракан хаяр сасӑпа кӑшкӑрнине илтсе, чӗтрерӗ те сӑхсӑхса илчӗ. — Йӑлтах каласа паратӑп ак сире, госпожа Майош: шӑхӑрса кӑна пурӑннӑ эпӗ. Кӑнтӑрлахи апат умӗн шыва кӗни пит лайӑх… ун хыҫҫӑн кӑшт ҫывӑрма та юрать… питех те аван пулать… Вӑхӑт иртсе пынӑ май эпӗ юлташсем вилме пултарасси пирки пӗрре те пӑшӑрханман пулӑттӑм, вӗсенчен юлакан йӑх ҫине вара тӗлӗнсе интересленсе пӑхӑттӑм. Ҫитӗннӗ арҫынпа калаҫма май килсе тухсан, Люба ытла та хӗпӗртет, кирек епле пулсан та гусара качча тухатӑп, тесе калать; — Сире, — терӗ Сен-Жером. Эпӗ юрату ҫинчен шутламан-ха, анчах ман ун чух шӑпах ҫав юрату умӗнхи канӑҫсӑр, пӑтранчӑк та тертлӗ тунсӑх туйӑмӗсен тапхӑрӗ пулнӑ. «Отставкӑна тухнӑ» ҫын пӗр-икӗ минут хускалмасӑр тӑчӗ те килнелле сӗнкрӗ. Вӑл калаҫма пултарайманнине курса, эпӗ мӗнле те пулин хуйхӑллӑ хыпар пуласса кӗтрӗм. Ӗлӗк дачӑсем пулнӑ ҫӗрте тӗкӗсене татнӑ ҫамрӑк автансем пек ҫаралса юлнӑ тирексем, пушар пулнӑ вырӑн тавра тытса тухнӑ тимӗр карта курӑнса тӑрать. Аэлита ҫывӑхах пырса тӑчӗ. Ҫапрӗ-и вӑл сана?.. — Мӗн-ха вӑл чӑнах та, — тесе шухӑшланӑ вӑл сасӑпах, — ман ӗҫ ҫынсеннинчен мӗнрен начар-ха? — Ҫав тери пуян ӳт! — терӗ малалла Базаров: паянах анатоми театрне илсе кай! Тул ҫутӑлнӑ чух полк вӑрмана ҫитсе кӗчӗ те, тепӗр километр пек кайсан, уҫланкӑ патне пырса тухрӗ. Акӑ, Николай Иванович уйӑхне ҫитмӗл пилӗк тенкӗ илет — аллӑшне пире парать. — Эсир пӗлетӗр-и-ха, — терӗ вӑл. Сасартӑк… мӗнле йӑнӑш! Ӑнланма та ҫук — мӗнле сывӑ юлнӑ эпӗ. Пиччӗшӗ — аллӑ ҫулсенчи ҫын. Ку ӗҫ август вӗҫӗнче хамӑр хулана таврӑнас умӗн кӑвайт патӗнче каҫхи апат хатӗрленӗ чух пулса иртрӗ. Кун хыҫҫӑн миххе курӑк тӑрӑх хӑва тӗмӗсем хушшипе, пӳртрен хӗвелтухӑҫ еннелле ҫӗр утӑма яхӑн, хӑмӑшпа хупланнӑ пилӗк миля сарлакӑш ӑшӑх кӳлӗ хӗррине сӗтӗрсе кайрӑм. Ку кӳлӗре кӗр еннелле кӑвакал нумай пулаканччӗ. Санӑн тӑван ҫӗршыву ӑҫта? Чиркӳ пуҫлӑхӗсен сехрисем хӑпнӑ: ӗненекен ҫынсем Коперник вӗрентӗвӗ ҫинчен лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, библи юмахӗсем айванла суя сӑмах иккенне ӑнланса илӗҫ те, чиркӗвӗн ҫынсене тытса тӑрас влаҫӗ пӗтсе ларӗ, тесе пӑшӑрханса шухӑшла пуҫланӑ хайхискерсем. Хӗрхенӗр ӗнтӗ хӑвӑра. Часах вӑл шыв хӗрринче «рамаду» выльӑх карти тупрӗ. Пӗлӗт айӗнче ҫӗр каҫас тесен, кунтан авантарах вырӑн тупас та ҫук. Эпӗ, ҫулҫӑ ҫӑрарах тӗлте меллӗ вырӑн шыраса тупса, пӗрене ҫине вырнаҫрӑм, кӑмӑл лайӑх, ҫӑкӑр чӑмланӑ май пӗчӗк пӑрахута пӑхкаласа ларатӑп. Персе пӑхмалла пулсан, ҫеҫен хире тух та, унта кӗрлеттер, капла аван мар вӗт, Андрей, факт! — Хӗвел тухать! — терӗ хохол. Эпӗ Анна Васильевнӑна чӗререн хисеплетӗп, вӑл мана ырӑ тӑвакан, пулӑшакан хӗрарӑм, — анчах вӑл чӑх-ҫке… Е ҫав Ступинӑнах илер… вӑл пӗр нимӗҫсене курайман пирки кӑна пурнӑҫа ҫӗклесе яма пултарать. Сивӗ кӑмӑллӑ Тюфяевсӑр пуҫне пурте ӳсӗрччӗ; каҫ пулас умӗн Ермохин Сидорова пуҫӗнчен вут пуленккипе яра пачӗ, Сидоров ним пӗлми пулса ҫенӗхелле чӑмса ӳкрӗ, хӑраса ӳкнӗ Ермохин ҫырманалла тухса тарчӗ. Ирхине ҫичӗ сехетре пӗчӗк ушкӑн, ӗнерхи йӗркепех хӗвелтухӑҫнелле малалла ҫул тытрӗ. Вӗсене хирӗҫ пирвайхи хут тухрӑм, анчах епле ӑнӑҫсӑр пулчӗ ку… — Ҫылӑх пулать ӗнтӗ! — Эсир ывӑнман-и? — йӑвашшӑн самӑх хушрӗ Ромашов. Вӑл, вак-тӗвексемпе пӑтрашӑнса, тӑмсайла, ҫыхӑнусӑр калаҫрӗ, ҫавна кура манӑн ӑна кашни минутрах чӑтӑмсӑр ыйтусемпе те ятлаҫу евӗр кӑшкӑрашусемпе чара-чара лартма тиврӗ. Хам алра юлнӑ ытлашши укҫапа эпӗ чи малтанах икӗ ӑйӑр илтӗм, вӗсене питӗ лайӑх витере усратӑп. Ӑйӑрсемсӗр пуҫне эпӗ вӗсене пӑхакан конюха кӑштах кӑмӑллатӑп, мӗншӗн тесен унтан витери ырӑ шӑршӑ кӗрет. Вӑрмана кӗрсе пытантӑмӑр, тӗм хушшипе ҫул ҫинелле пӑхатпӑр та — ҫар ҫынни майлӑ илемлӗ йӗкӗт курӑнчӗ, вӑл йӗвенне тытмасӑр лашине сиктерсе пырать, йӗнерӗ урлӑ пӑшал хунӑ. Матвей Ильичӑн ҫынсемпе калаҫнӑ чухнехи ҫемҫелӗхӗ пысӑк чыслӑхӗпе кӑна танлашма пултарнӑ. Ҫул ҫинчех эпӗ Катя патне ҫырнӑччӗ те, гаспитальте вара кунсерен ҫырма пуҫларӑм. Павел ҫаврӑнса пӑхрӗ. Пӗтӗм колодипех ҫӗрте йӑваланса выртаҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ «Макари» 171°13' долготапа 38° широта ҫинче тӑрать. Аппарат тулӗ арканчӗ. — Тӑр! — терӗ Кольхаун, ӑна ярса тытса. Унтан эпӗ те кӑшкӑрса пӑхрӑм. — Вӑл ҫывӑрмасть, вӑл вилнӗ, — терӗ вара Джим. Паян эпӗ ахаль те вилесле хӑранӑ… Ӗҫӗ акӑ мӗнле пулса иртрӗ. Команднӑй пункта вӗсем ҫурранах кайрӗҫ. Хӗрарӑмсемпе ачасем урапасем ҫине хӑпарчӗҫ, арҫынсем уҫланкӑн хӗвеланӑҫ хӗррине халтан кайиччен чупрӗҫ; унти йывӑҫсене пурне те касса пӗтерменччӗ-ха. Средна-гора тӑвӗн чи ҫӳллӗ хысакӗнче иккен-ха вӑл. — Ҫапах та, ман шутпа, эсир каютӑсенче хурт-кӑпшанкӑ шыраса, чӑнах та, вӑхӑтӑра усӑсӑр ирттеретӗр. Савӑнатӑп эп, санӑн ыр кӑмӑлна пула, — пӗлсе пурӑнтӑм! Куҫҫульпе ислентӗм те вара… Аллине сурӑх тирӗнчен ҫӗленӗ алса тӑхӑннӑ. Тӑлӑпӗ вӑрӑм, ура тупанне ҫитичченех. Разведка тесен эпӗ питӗ хавас! Хирӗҫ пыракан хумсем ӑна е каялла ыткӑнтарса яраҫҫӗ, е ҫӳлелле ывӑтаҫҫӗ; сывлӑшӗ питӗрӗнме тытӑнчӗ, урисем пӗлми пула пуҫларӗҫ. Анчах асту, аппуна ан лектер. Августӑн 27-мӗшӗ Хупӑ бюро пулса иртрӗ. Вӑл мана прибор ҫине пӑхма сӗнчӗ. Хӑйсем ҫинчен жалоба паманшӑн вӗсем пит кӑмӑллӑ пулнине эпӗ сисрӗм те ҫавӑнпа усӑ куртӑм: закройщик арӑмӗнчен кӗнекесем илмешкӗн ирӗк пама ыйтрӑм. Ку хӗрарӑм алли тунӑ ӗҫ. Ҫак ыйту хӑйне кӳрентернӗ пекех, вӑл трубкӑна хаяррӑн та хыттӑн кӑшкӑрчӗ:— Эпӗ! Трубкӑри сасӑ самантлӑха чарӑнса ларчӗ. Унтан вӑл, палӑрмаллах сиввӗн, хӑйне чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтрӗ. — Тӑхта-ха, — терӗ Яков, — авланатӑп! Ҫак вӑхӑтра Вася ӑнсӑртран Егорушкӑна курчӗ. Темиҫе кун хушши ҫил ҫурҫӗр енчен те, кӑнтӑртан та вӗрчӗ, юлашкинчен пӗр тӑтӑшшӑн хӗвеланӑҫӗнчен вӗрме пуҫларӗ. Хытанка вӑрӑм ураллӑ ҫав хӗрарӑмах тӗмеске хыҫӗнче ялта юрлать. Алла-аллӑн тытӑҫсан, утма ҫӑмӑлтарах пулӗччӗ. Ун куҫӗ умне темиҫе хутчен те Ленӑн ӗҫпе хытнӑ аллисем туха-туха тӑчӗҫ. Анчах та ҫакӑншӑн халех хӑвна чӑрмантарас пулать… Сасартӑк, амӑшӗ умӗнче чарӑнса тӑрса, вӑл шӑппӑнрах, каҫару ыйтнӑ пек каласа хучӗ: — Ҫынсене сайра куратӑп, вара, кам та пулин килсе кӗрсен, калаҫма тытӑнатӑп. Кулӑшла вӗт? — Мӗншӗн? — терӗ ӑна хирӗҫ амӑшӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑм листовкӑсене ӑҫта пичетленине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗ, анчах та паллӑ пулмаллине нимӗн те курмарӗ. Ҫапах та ҫывӑрса кайиччен ун пуҫӗнче тепӗр канӑҫсӑр шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ: ҫӗре сарнӑ тӑм шӳсе ҫынсем кӗнӗ шӑтӑка хупласа хума пултарать. — Кур-ха, унӑн хуйхи те ҫук. — Ҫук, ҫамрӑк тусӑм, ҫук! — терӗ Гаррис. Чапа тухнӑ ватӑ географ, председатель, мана сӑмах париччен хӑй ман ҫинчен тухса калани хама та кӑмӑллӑ пулчӗ, паллах ӗнтӗ вӑл. Кашни тапхӑрӗнчех икшер ҫӗр фут аннине шутласан; эпир мӗн пурӗ икӗ пин те сакӑрҫӗр фут тарӑнӑшне аннӑ пулмалла. Ну, вӑл унӑн патӗнче пулать те ӗнтӗ». Ытти ҫынсем умӗнче Марьяна ытларах унпа хаваслӑ та тарават пулчӗ, пӗччен юлсан вара — ҫав тери сиввӗн пӑхрӗ, хӑйне тискер кайӑк пекех тыткаларӗ. Сана пӑхӑнса тӑракан ҫӗрпе тӳпе сасартӑк юнпа хӗрелчӗҫ-и-мӗн? Вӗсем унта пурте вӗрискерсем, ҫавӑнпа та — сасартӑк тӳссе тӑраймӗ, тесе шутлатӑп… Тахҫанах тупнӑ пулӑттӑмӑр ӗнтӗ, тахҫанах. Манӑн сирӗн планетӑпа пысӑк ӗҫсем палӑрса тухаҫҫӗ. Эстанцин штачӗ нумай чухне пысӑк пулмасть, унта эстанцин пуҫлӑхӗ, унӑн помощникӗ кӗрет, кунсӑр пуҫне пиншер выльӑх пуҫне тӑватшар пеон кӗрет. Анчах эффект пулсах кайман. Ҫурҫӗр полюсӗ вырнаҫнӑ ҫурчӑмӑра — ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗ, тепӗрне — кӑнтӑр ҫурчӑмӑрӗ, теҫҫӗ. — Халь ӗнтӗ аван, — унӑн аллине чуптурӗ Егорушка. Чирлӗ ҫын питӗ хӑранипе тата ҫилӗпе тарӑхса ҫитнӗскер, аллипе картишнелле кӑтартрӗ. — Эпӗ каланӑ сехетрен маларах ҫитрӗм, — терӗ Исидора, серапэ айӗнчен ылтӑн сехет кӑларса. Тен, вунӑ ҫул та иртнӗ. — О, — тесе пӳлчӗ ӑна Джон Мангльс, — хӑратӑп эпӗ, ун вырӑнне вӗсем чӗрӗ юлман пуль, тетӗп, — каҫӗ тӗттӗмччӗ, хӑйсем тата вил ӳсӗрччӗ. — Ни-ни! — терӗ старик. Мана намӑссӑр тесе калама санӑн чӗлхӳ мӗнле ҫаврӑнать-ха тата? Эпӗ тӗрмерен мӗнле тартӑм-ха? Ой, турӑҫӑм! Мӗнле капла юнланса пӗтнӗ вара эсӗ? Чаршав хыҫӗнчеччӗ вӑл, чӑм шыва ӳкнӗччӗ, хӑй пултарнине хӑй ӗненмесӗр шиклӗ питлӗ тӑратчӗ, ӑна каллех ҫине-ҫине сцена ҫине тухма чӗнетчӗҫ. Майӗпен-майӗпен вӑл кӑшт лӑпланчӗ те пӗр хушӑ лӑпкӑ выртрӗ, йынӑшкаласа илчӗ кӑна. Мӗн тӑвӑн ӗнтӗ: капитализм. Пулӑшас пулсан ҫирӗп, сывӑ ҫынсене пулӑшас пулать, — вӗсем вӑя ахальрен ытлашши ан пӗтерччӗр. — Кӑваккисем хирӗҫ тӑма хӑтланса пӑхрӗҫ, анчах вӗсем мӗн пурӗ те ҫӗр аллӑн кӑна пулнӑ, пирӗн вара ҫичӗ пин ҫын. Халӗ ӗнтӗ вӗсем хирӗҫӳпе усӑ курма тытӑннине Дубровский уҫҫӑнах курать те, вӑрҫӑ йӑли-йӗркине пӑхмасӑрах, тыткӑна лекнӗ ҫынсене унӑн ращинче хӑйсемех каснӑ хулӑсемпе вӗрентсе илме шут тытать, лашасене туртса илсе вӗсемпе ӗҫре усӑ курма хушать. — Кунта нимскерех те ҫук, Хосэ тусӑм. — Ҫапла, айӑплӑ, — тавӑрать лешӗ, пӗчӗк те илемсӗрри, вара унӑн куҫӗсем тата ытларах ыррӑн та ӗшенчӗклӗн пӑхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Эпӗ тивертрӗм. Унӑн юлташӗсем хӑракаласах пӑхкаласа илчӗҫ. — Чим-ха, Марина, ун ҫинчен тавлашар мар. — Мӗ-ӗн? — ыйтрӑм эпӗ пӑшӑрханса. Юлашкинчен, Санин та пӗр хускалмасӑр ларма пуҫларӗ, ун умне пӗтӗм чуна килентерекен ӳкерчӗк тухса тӑчӗ: кӑшт тӗттӗмрех пӳлӗм, тахҫанхи, симӗс тӗслӗ стакансем ҫине лартнӑ чӗрӗ те кӑпӑш розӑсем унта та кунта, кӗрен пӑнчӑсем пек, ҫунса тӑраҫҫӗ; юр пек шурӑ минтер ҫинче ҫывӑрса кайнӑ, аллисене ачашшӑн хуҫлатса хунӑ, ырӑ та ывӑннӑ пит-куҫлӑ хӗрарӑм; ҫак ҫамрӑк, ӑслӑ та таса, ытарма ҫук илемлӗ, мӗлке айне пулнӑ пулин те ҫуталса тӑракан хура та тарӑн куҫлӑ хӗр те… Тикӗс мар сикекен турӑ лашасем, чӑпӑрккипе пуҫ тӑрринче тилӗрчӗклӗн ҫавӑркалакан лавҫӑ та хӑйсен ларкӑҫӗсем ҫинче кӑшкӑрашса, шӑхӑрашса сулкаланакан тӑватӑ офицер хунарсен ҫутинче хӑвӑрттӑн та ним йӗркесӗррӗн мӗлтлетрӗҫ. — Эпӗ сана тӗлӗкре куртӑм, — терӗ Аэлита, — эсӗ мана кӗленче пусма ҫинче йӑтса пыратӑн, ҫӳлерех те ҫӳлерех. Вӗсен сассисене ҫил-тӑвӑл хуплас мар пулсан та, ачасен сӑмахлама май килмерӗ, мӗншӗн тесен вӗсен тӗлӗнче кивӗ парӑс ҫав тери хытӑ ҫатлаттарса тӑчӗ. — Ҫимесен эсир чирлеме пултаратӑр, — терӗ салтак хӑвӑрттӑн. Кӑштахран хӑтланасси ӑна йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ пулас, вӑл, нӑрӑ ҫинчен манса, тӗлӗрме тытӑнчӗ, сӑмси аялалла усӑна-усӑтаа анчӗ. Ун ҫӳхе куҫ харшисем сасартӑк пӗрӗнсе ларчӗҫ, куҫӗсем ман ҫине хаяррӑн та илӗртӳллӗн тӗллесе тӑрӑнчӗҫ, шӑрҫисем чарӑлса сарӑлнӑ та кӑвакланнӑ. Феничка ҫавӑнтах розӑсене пӗтӗмпех пуҫтарчӗ те беседкӑран тухса сирпӗнчӗ. — Иисусе Христе, ҫырлах пире! — пӑшӑлтатса илчӗ амӑшӗ. Кӑштах эпӗ юр та ҫинӗ пулӑттӑм-и, анчах Сухаревкӑри юр таса мар, бульвар патне ҫитсе килме — ытла аякра. Тӑсланкӑ Джон рулевой патне тӑрса, ниҫта пӑрӑнмасӑр, ӑна карапа тытса пыма пулӑшрӗ. Анчах кам пулма пултарать-ши вӑл? — Ҫамрӑк чух иккӗ пулнӑччӗ, анчах ку тӗнчере тытӑнса тӑраймарӗҫ, вилсе кайрӗҫ. — Тӗрӗс, эпӗ пӗлместӗп. Бюро членӗсемсӗр пуҫне, ларӑва районти Контроль комиссин председателӗ Самохин тата районти прокурор та пынӑ. Вӑл господасене ССР Союзӗ тахҫанах ӗнтӗ куҫӗсене хӑрпӑк кӳртнӗ. «Вӑл килмест, вӑл сывпуллашмасӑрах каять…» Анчах ашшӗ-амӑшӗсемшӗн вӗсем пӗр тан туйӑнман. Вӗсем вара пӗр ушкӑна пухӑнаҫҫӗ те ним туйӑмсӑр пит-куҫпа сӳрӗккӗн ахӑраҫҫӗ: Ӑраҫҫейӗн салтакӗшӗн Пуля, понпӑ ним те мар, Вӗсемпе вӑл — вирхӗн, тершӗн! Вӑл сулахай еннелле пӑрӑнчӗ те, каллех хумсем тӑрӑх шуса чӗкеҫ пек ыткӑнчӗ. Ҫӗрле пулса ҫитсен тин шӑпланать хула. — Эсир манран телейлӗрех. Юбкӑсем вӗсем — пулмалли япаласем, юбкӑсем пирки тӑхтатпӑр. Юриех курӑка урисемпе чаштӑртаттарса, Оленин килкарти тепӗр енне каҫрӗ. Анчах тепӗр самантран ҫатан ҫӑтӑртатрӗ. Ҫавӑнпа та вӑл Мартиние шаннине кӑтартас тенӗ. — Мӗнех вара, теприсене качча кайсан та пурӑнма аван. Ӑна иккӗмӗш ҫыру пачӗҫ. Вӑл кӗркунне хӑйӗн пӗр студент-юлташӗ патне янӑ ҫырӑва палларӗ. Хӑйӗн ҫамрӑк вӑхӑтри ӗҫӗсем ҫинчен тата хӑйӗн Гирчик ятлӑ тусӗ ҫинчен, чума вӑхӑтӗнче унпа пӗрле иккӗшӗ Терек леш енчен буркӑсем каҫарни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. — Ҫитменнине, ваше превосходительство, капиталӗ питӗ сахал, ун пек чух вӑл хула кӗсйине йывӑр килет… — Мӗнле пурӑнатӑр-ха вара эсир унсӑр? — Чимӗр-ха, мӗне кирлӗ вӑл? Шӑпах тӑракан ҫӑл куҫӗ ҫине чул пӑрахнӑ пек, эпӗ вӗсен канӑҫлӑхне пӑлхатрӑм, хам та, ҫав чул пекех, кӗҫ-вӗҫ шыва анса каяттӑм. Ҫапла ҫирӗпленсе пырать ҫӗнӗ тӗн. Вилӗмрен ниҫта та хӑтӑлма ҫук ӗнтӗ, вӑл питӗ ҫывӑхра. «Шыв ҫитсе пырать пире», тесе шухӑшлать вӑл. Вӗсем вӗрнине илтсен, ачасен ҫунатсем шӑтнӑ пекех пулчӗҫ. — Каласа пама пултараймӑр-ши эсир, ӑҫта кайса чикрӗҫ-ши вӗсем ман урапана? Анчах сасартӑк сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Вӑл хӑйӗн телейӗнчен хӑраса ӳкрӗ. Пӗлмен эпӗ, аппу килте ҫук иккен… Хӑрушӑ ҫил кассине пӑхӑнса, вӑл хумсем ҫийӗн чупать, анчах кӑшкарӗ ҫирӗп пулнипе, кирек мӗнле тӑвӑла та чӑтма пултарать. Анчах дикарьсем хӑйсене тыткалама пӗлнӗ, вӗсем ҫинче ӳпкев пулман, ҫапла майпа Марионӑн вӗсем ҫине шанмасӑр тӑрасса пӗтнӗ, унӑн офицерӗсенчен чи асӑрхавлӑраххисем те дикарьсене ӗненнӗ, вара матроссене вӑл ҫыран ҫине хӗҫпӑшалсӑр кайма та ирӗк панӑ. Женя, майӗпен-майӗпенех уҫса хунӑ чӳрече патнелле шӑвӑнса, ҫаплах сӑмах вакларӗ: — Ну вӑт! Вӗсем каялла чакрӗҫ те, хӑранипе шурса кайнӑ, чӗтрекенскерсем, пӗр ҫӗре пухӑнса тӑчӗҫ. Сасси мӗнле янранинченех Дубава Панкратовӑн ӑшӗ тулса ҫитнине чухларӗ. Плутон, халех Хлоя патне кай та ыйт: вӑл мистер Стумпа ҫитерме мӗн пама пултарать? Унӑн ашшӗ, хӑйӗн вӑрӑм пӗвне тӳп-тӳрӗ тӳрлетсе тӑчӗ те хыттӑн мӗкӗрсе ячӗ: — Степка! Луччӑ акӑ мӗн ту-ха эсӗ: ответ ҫыр-ха управляющине — астӑватӑн пуль, пирӗн арман пирки… хресченсене авӑрттарас пирки. — Ҫук… мӗнех ӗнтӗ… кунта калаҫма та кирлӗ мар, — тавӑрчӗ Олеся, лӑпкӑ пек курӑнма тӑрӑшса, анчах сасси темле хупӑ та чунсӑрччӗ, ҫакӑ мана хӑратса та ячӗ. Сасартӑк хытӑраххӑн, татӑклӑ та хаярланнӑ пӑшӑлтатупа калаҫма пуҫларӗ Шурочка: — Итлесемӗр, Георгий Алексеевич, мана кашни минут хаклӑ. — Эсӗ тата мӗн тӑватӑн? Вӗсен пӗртен-пӗр йывӑҫ ӳсет. Ҫак йывӑҫӑн хӗрӗх ҫула ҫитсен тӗпӗ ҫӗрет, вара вӑл малтанхи ҫил-тӑвӑлпах кайса ӳкет. Асӑннӑ йывӑҫӑн тӳрӗ вуллисене пӗр вӗҫӗнчен хӑйраса якатнӑ чул пуртӑпа шӗвӗртсе (вӗсем тимӗртен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе усӑ курма пӗлмеҫҫӗ), гуигнгнмсем вӗсене пӗр-пӗрин хушшине вуншар дюйм хӑварса ҫӗр ҫине ҫапса лартаҫҫӗ, ҫав хушӑсене вӗсем сӗлӗ улӑмӗпе хӳтӗлесе караҫҫӗ е хулӑсемпе ҫатан тытаҫҫӗ. Кӳренӳллӗн калаҫма чарӑнас вырӑнне вӑл ҫине тӑрсах ӑнлантарса парать. Кайӑпӑр. Вӑл хресчен ҫамрӑкӗсем патне ҫывхарма, вӗсен умӗнче шанӑҫа кӗме пӗлмест, ӗҫе пӑсать ҫеҫ. Вӗсем хӑвӑрт та савӑнӑҫлӑн пынӑ, мӗншӗн тесен, пурин те кӑмӑлсем тулӑмлӑ пулнӑ. Хам ҫине «ӗҫлесе лайӑхлатмалли материал» ҫине пӑхнӑ пек пӑхакан ҫынсене эпӗ кӑмӑлламастӑмччӗ, вӗсемпе манӑн чӗрене уҫса калаҫас килместчӗ. Хӗвел хӑпарнӑ май сӑртсем ҫинчи каҫхи мӗлкесем ҫухалчӗҫ, таҫти инҫетри уй-хирсем те курӑнакан пулса пычӗҫ. Колхоза кӗнӗ те тыррине пытарнӑ вӗсем. Кӗтмен тӗлпулӑва пула хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑмсем иккӗшӗ те хире-хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнме пултараймарӗҫ. Эпӗ ҫак сӑмах мана мӗн ҫинчен астутарнине аса илме тӑрӑшрӑм. Эпир ун хыҫҫӑн йӗрлерӗмӗр, анчах нимӗн те тупса пулмарӗ. Эпир унран куҫран куҫа тӑрса ыйтсан, вӑл ӳсӗр чухне, пирӗн куҫран пӑхса ахӑлтататчӗ, е урӑ пулсан, хӑйӗн пурнӑҫӗнче шывран ытла нимӗн те ӗҫменни ҫинчен тупа тӑватчӗ. Хуҫи паллӑсемпе кӑтартса мана хӑй турилкки патне чӗнсе илчӗ. Сӗтел тӑрӑх пур япала ҫине те тӗлӗнсе пӑхса пынипе эпӗ ҫӑкӑр хыттинчен такӑнтӑм та шаплатса ӳкрӗм. Хам телее эпӗ ним те суранланмарӑм. Апла иккен», — хама хам каланӑ пек калаҫрӑм эпӗ. Андрей Петровича ҫилентӗм эпӗ. …Перо илетӗп — мӗнле ҫырма пуҫламаллине пӗлместӗп. Интеллигенци нихӑҫан та клас пулман, пулма та пултараймасть, — вӑл хӑйӗн членӗсене обществӑн пур класӗсенчен илсе тӑракан сий пулнӑ, халӗ те ҫавах. — Шӑпа мӗнле тухсан та килӗшме вӗренес пулать. Ӗҫсем ыррӑн ҫырлахӑнса пырсан — аван вара! Ӗҫсем ӑнӑҫмасан — ун ҫине вара ҫавӑрӑнса пӑхма та кирлӗ мар. Енчен вӗсем тӗрӗксен пысӑк ушкӑнӗпех тухнӑ пулсан? — Мӗнрен лайӑх-ха вара ун пек туни? — ыйтнӑ Фома, хреснашшӗ ҫине ӗненмесӗр пӑхса. Пире ертсе пыракан проводник ҫакна малтанах асӑрхаман пулсан, пире чулсем ҫумне ҫапса салатса тусан пек вӗҫтернӗ, метеор ванчӑкӗсем пекех, аялалла сирпӗнтерсе антарнӑ пулӗччӗ. Ку вӑл ырра мар. Кӑна пуринчен ытла кӑнтӑр енчи тинӗссенче асра тытма кирлӗ ман шутпа. Пӗрре, эпӗ унӑн кабинетӗнче минерал чулӗсен коллекцийӗсене майласа йӗркеленӗ чухне, манӑн куҫ тӗлне хайхи аташнӑ компас сиксе тухрӗ, эпӗ ӑна тинкерсе сӑнаса пӑхма пуҫларӑм. Таҫта, инҫе те мар, пӗчӗк юханшыв пулма кирлине эпӗ пӗлеттӗм. Вӑл Бяла Черкваран хӗвелтухӑҫнелле утрӗ те Балкан тӑвӗнчен темӗн чухлӗ кӗрленкӗпе шавласа-кӗрлесе анакан шыв патне ҫитрӗ. Вӗсем унпала, нимӗн тума аптранипе темиҫе ҫӗршыв витӗр тухнӑ тата хӑйсем илтмен хыпарсене пӗлекен туристкӑпа калаҫнӑ пек пуплеҫҫӗ. Мӑйӑхӗ те кӑвакрах иккен те, ӗлӗкхинчен те лапсӑрккарах, ҫӳлелле канӑҫсӑр шӑртланса тӑрать, ҫемҫе те ирӗк сывлӑхлӑ чипер мӑйӗ курӑнать. Манӑн ҫав шыв тӑрӑх ҫӳлелле анчах каймалла, вара эпӗ хамӑн юлташӑмсене тупатӑпах», тесе шухӑшлатӑп. Апачӗ ҫине табу хунӑ ҫын чухӑн пулсан, унӑн вара ҫӗлен-калта пек ҫӗр ҫинче шуса ҫӳресе апата ҫӑварӗпе пуҫтармалла пулать. Табу ӑна выльӑх туса хурать. Урамра шӑрӑх тӑрать, вӑл ывӑннипе аран хашкаса пычӗ, вара, Егор хваттерне хӑпармалли пусма патне ҫитсен, малалла кайма вӑй ҫуккипе чарӑнса тӑчӗ, унтан каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те тӗлӗнсе, хуллен кӑшкӑрса илсе, самантрах куҫне хупрӗ, — хапха патӗнче Николай Весовщиков аллисене кӗсйисене чиксе тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Шухӑшласа пӑхӑр. Паллах ӗнтӗ, суту-илӳ тума ҫынсем мӗнпур йӑхӗпех ҫӳремен — кунта купцасем, суту-илӳпе ҫеҫ ӗҫлесе пурӑнакансем, тупӑннӑ. Тӑватӑ «мессершмитт», ҫапӑҫуран тухса, Алексея ҫӳлтен, аялтан, айӑккисенчен те хупӑрларӗҫ те, тӑрӑ кӑвак тӳпере аванах курӑнакан пульӑсемпе ҫул кӑтартса, ӑна «хӗскӗче» илчӗҫ. Пӗчӗк кӑна ҫын, студент сюртукӗ айӗнчен хура кӗпе тӑхӑннӑ, тумтирне тирпейсӗр йӳле янӑ, арпашса пӗтнӗ ҫӳҫлӗ, темиҫе талӑк ҫывӑрман пекех шыҫса ларнӑ куҫлӑ, шатрасем тухса тулнӑ тӗксӗм, шӗвӗр питлӗскер, вӑл, никама итлемесӗрех, аллисемпе хыттӑн сулкаласа кӑшкӑрашнӑ, Мирон ҫинелле сиксе пынӑ: — Эсир хӗвеле те сирӗн фабрикӑсен свистокӗ тӑрӑх пӗлӗтелле ҫӗкленмелле тӑвӑр, тӗтӗмлӗ кун шурлӑхсенчен, вӑрмансенчен машинӑсем чӗннипе шуса тухмалла тӑвӑр, анчах — этемпе мӗн тӑвайӑр эсир? Хам та сисмесӗр эпӗ вулама хӑнӑхса карӑм та кӗнекесене хӗпӗртесех тытаттӑм; кӗнекесенче мӗн каласа кӑтартнисем пурӑнӑҫран расна уйрӑмрах тӑратчӗҫ, кӑмӑла каятчӗҫ, — пурӑнӑҫӗ йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрланса пыратчӗ. Хӑвна ҫиме, ҫывӑрма, эмелсем ӗҫме хӑнӑхтарасси йывӑр мар. — Эпӗ халь ҫеҫ татрӑм вӗсене, шӑрӑх пуҫланса кайсан — тухма та ҫук. «Эппин пӗтрӗҫ», терӗм эпӗ. «Манӑн питӗ пурӑнас килет, нихҫанхинчен те ытларах пурӑнас килет. Анчах мӗнле килсе тухрӗ, ҫавӑн пекех пурӑнас пулать ӗнтӗ, — урӑхла тума май ҫук. Тепӗр, кун ирхине Инсаров, пуҫӗ питӗ ыратрӗ пулсан та, ун патне иккӗмӗш хут кайрӗ. Таҫтан ҫыран хӗрринчен йывӑр ахлату сасси пек хурлӑхлӑ юрӑ илтӗннӗ: — О-э-о-о-еще-о-разок! Ҫав вӑхӑтрах ватӑ есаул алӑк патне пычӗ те ӑна ятран чӗнчӗ, лешӗ сасӑ пачӗ. Хурӑн тӑррисем хыҫӗнчен, кӑларса янӑ кустӑрмисемпе вӗсене тӗкӗнсе пынӑ пекех, «вуниккӗмӗш» вӗҫсе тухрӗ. Ну, вӗсене мӗнле шанса пӗтерӗн-ха, вӗсем нимӗн те, ни-мӗн те пӗлмеҫҫӗ пулсан? Мӗншӗн эсир ман пата никама та ямарӑр? Вутӑ тиемен вӗт эсӗ! Ҫулла, пулнине те сиссе юлаймарӑмӑр, — терӗ старший лейтенант. Вӑл ҫырласене шӑршларӗ те, вӗсене гимнастёрка кӗсйин тӳме шӑтӑкне чечексем пек чиксе хучӗ. — Халь вӗсем тек вӗҫсе килес ҫуккине, кайма юранине ӑҫтан пӗлетӗр эсир? — ыйтрӗ ҫамрӑк йӗкӗт старший лейтенантран. Хӑлхунтан ярса илес пулсан? Унтан ҫак чапа тухнӑ актер мухтанкалакан та пулчӗ, анчах хулиганла ӗҫсене пӗтӗмпех пӑрахрӗ. Паллах, хӑваламалла. Урӑхла каласан, е, вӗсене иккӗшне танлаштарса пӑхас пулсан, Чӗмсӗр Демида пирӗн Шырланпуҫра чи калаҫма юратакан ҫын темелле. Тӗрен сурпанӗ аяккинчи ҫӗр юхса тӑнӑ пекех хумханать, тӳнтерле таврӑна-таврӑна выртса юлать. Мӗншӗн апла? — терӗ. — Ларатӑп. Тепӗр кунне кӗҫӗн ҫын кунӗпех хӑй пӳлӗмӗнчен тухмарӗ, тет; виҫҫӗмӗш кунне тин тухрӗ, тет. Хӑрах аллине чӗркесе ҫыхнӑ, тет, хӑй. Кӗтӗвӗпе ҫуратса тултариччен, сирӗн маларах вӗсене мӗнле тӑрантарасси пирки шутламалла пулнӑ. Целофанпа чӗркенӗ хӗр сӑнӳкерчӗкне кӑларса пӑхрӗ. Савнӑ хӗрӗ тӗрӗллӗ платьйӑпа ҫаран ҫине ларсассӑн ӳкерттернӗ пулнӑ. Мэри Грант ҫинчен ан манӑр… Вӑл хӑйӗн машинне тӑруках аялалла чӑмтарчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах газ хушмалли рычаг ҫине пусса пычӗ. Сире валли малашне те чӗрӗ чечексем илсе килме сӑмах паратӑп. Пар-ха ҫавӑн пек хушу. Ҫакна тинех ӑнкарса илтӗм эпӗ. Яша сулланкаласа, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса, колхоз правленийӗ патӗнчен хӑвӑрт пӑрӑнчӗ те ҫывӑхри тӑкӑрлӑка кӗрсе ҫухалчӗ. Ним иккӗленсе тӑрасси те ҫук: вӑл Леона еннелле кайнӑ ӗнтӗ, — вӑл правительствӑн обозӗ, Инди фортнелле кайнӑ обоз пулма пултарать. Хӑравҫӑ тесе каласран вӑл хӑй те хӑрасах ӳкрӗ. Казармӑран вӑл ҫил пекех тухса ыткӑнчӗ. Ун чухне тупӑсенчен пеме чарӑна пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах та пӑшалтан пересси ӳссех пычӗ. Ҫын пурӑнман пӳлӗмре лутра кӑмака хутса янӑ. Чӑнах та, Гуд-Гора тӑвӗ ҫинче тӗтре йӑсӑрланса тӑрать, аяккипе ҫӑмӑл пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, чи тӑрринче вара хура пӗлӗт выртать, ҫав тери хура вӑл, тӗттӗм тӳпере те ҫав пӗлӗт хура саплӑк пек палӑрарах курӑнать. Юлашкинчен, пролив тӑрӑхӗпе вӑтӑр ултӑ сехет ишнӗ хыҫҫӑн, Ӳкӗнӳллӗ Ҫӗрӗн хӗрринче Пилар сӑмсахӗн чуллӑ ҫӗрӗ курӑнчӗ. Хӑй ҫавӑрӑнчӗ те буфеталла утрӗ. Пӳртӗн йӗри-тавра витнӗ веранда пур, унӑн маччисем ҫинче китай хунарӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. — Вӑл туйипе мана тӗртсе илчӗ. Унӑн тути хӗррисем чӗтреҫҫӗ, Яков Лукичӑн алли хӗврен ҫӑкӑр сӑмси туртса кӑларнине сӑнаса тӑракан куҫӗсем кашкӑрӑнни пекех ялтӑртатаҫҫӗ. Эпир пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илтӗмӗр. Анчах пӗри те кулмарӗ. Пытарас йӑла-йӗркесене туса пӗтерсен, ку пӗвене татса яраҫҫӗ те, шыв унчченхи ҫулпах юхма тытӑнать. Эсӗ ӑнланма пултараймастӑн вӑл мӗскерне! — Паянах, ҫамрӑк тусӑм! — тавӑрчӗ Гаррис. Эпӗ вӑл ик-виҫ хутчен ӑшшӑн пӑхнине асӑрхарӑм, — кӑна пӗтерсе лартас пулать. Автор ҫав ҫӗршыв варринелле каять. Ҫак вӑхӑтра Володя хӑйӗн кӑмӑлӗ хуҫӑлнине туйрӗ, кӑмӑлӗ хуҫӑлнине темеллех мар пулсан та, вӑл хӑйӗн чӗринче темӗскерле йывӑр япала пуррине туйса илчӗ. Тиртен тунӑ ҫивиттин ҫӳл аяккине юлашки вунтӑваттӑмӗш шертерен ҫыхнӑ, ҫивиттине шертесем ҫинчен пирамида ҫине хӑпартнӑ. — Аха, халӗ маншӑн пурте ӑнланмалла! — терӗ Гленарван. — «Которого убивши…» Вӑл, ҫав тери салхускер, Собор садӗнче, ҫырма хӗрринче, нумаях пулмасть вӑрӑм ҫивӗтлӗ хӑмӑр ҫӗлӗк тӑхӑннӑ «ответ тыттаракана» кӑтартса ҫӳренӗ вырӑнсенче пулчӗ. Пӗр Петькӑна ҫеҫ эпӗ Кораблевпа мӗнле калаҫни ҫинчен, Николай Антоныч хама мӗнле йышӑнни ҫинчен кӗскен кӑна каласа патӑм. Хӑвӑр алӑра парӑр-ха мана. Радуб командира тепӗр хут честь пачӗ те хӑйӗн вырӑнне кайрӗ. Ун ҫывӑхӗнчи ҫӑлтӑрсем Уйӑх йӑлтӑртатнине пула тӗксӗмленсе курӑнми те пулаҫҫӗ, аякрисем — тӗттӗм каҫхинехинчен шупкарах курӑнаҫҫӗ. Демка Ушаков, тенкелсем урлӑ, ларакан ҫынсен пуҫӗсем урлӑ сике-сике каҫса, Кондрата пулӑшма ыткӑнса пыратчӗ ӗнтӗ, анчах кумсене Давыдов уйӑрса ячӗ. Унта халӑх самай йышлӑн пуҫтарӑнма ӗлкӗрнӗччӗ; клеенка витнӗ вӑрӑм сӗтел хушшинчи вырӑнсене пӗтӗмпе тенӗ пекех йышӑнса пӗтернӗччӗ. Кӳр, килӗшер, айӑплӑ эпӗ, айӑплине хамах туятӑп. Ҫӗҫӗ?! Курса калаҫассине ҫапах та курса калаҫнӑ пулмалла. Халӗ пуҫ тӑрринче, малта, айккинче, хыҫалта — майӗпен ишекен карап йӗри-тавра — ҫӗр-ҫӗр сывлӑш экипажӗ вӗҫет. Хӑюлӑха пухса пӗрех хут пӗтӗмпех каласа парам терӗм — анчах каллех пултараймарӑм — мулкачран та хытӑрах хӑраса ӳкрӗм эпӗ. Унӑн тӗксӗм пит-куҫӗ шуралнӑ, туртӑннӑ. Вӑл ку таранччен нихӑҫан та пачӑшкӑсем шӑлавар тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ теменччӗ, кунта вара Христофор атте чӑн-чӑн пир шӑлавар тӑхӑнса янӑ, ӑна ҫӳллӗ кунчаллӑ атти ӑшне чикнӗ, ҫийӗнче те унӑн кӗске улача куртка иккен. Мӗн-ха вӑл ылханни? — Мӗншӗн паян мар? Саломыга йӗрӗнчӗклӗн лачлаттарса сурчӗ. Ҫав ҫулхине хӗл ҫуркуннене ниепле те парӑнасшӑн пулман; ӗнер кӑна-ха ҫӑра юр ҫунӑ. — Ку «Лиденброк тинӗсӗ». Эпӗ ку тинӗсе чи малтан тупни, хамшӑн пысӑк чыс пулать, ӑна эпӗ хамӑн ята пама та пултаратӑп тесе шутлатӑп. Вӑл урапа кӗпчекӗ шӑхӑрнинчен те хӑрать, эсӗ вара темле ухмахла япала шутласа кӑларнӑ! — Анчах эсӗ ятлама тӳрех ан пуҫла-ха… — Халӗ ман ӗмӗте пурнӑҫлама май килет пулсан, эпӗ ҫак вӑхӑтпа усӑ куратӑп. — Ҫапах та сысна пурнӑҫне ҫӑлса хӑвартӑм-хӑвартӑмах, — шӳтлесе ирттерсе ячӗ Разметнов. Хӑйӗн савас хӑвачӗпе вӑл шӑпа кӳрентернине те чӑтса ирттерӗ, ҫынсен хаярлӑхне те парӑнас ҫук… — Акӑ мӗн, Саня, манӑн тӑхӑр сехетре ӗҫ пирки пӗр ҫынпа курнӑҫмалла, — терӗ вӑл. — Вӑл мана юратнӑ, — терӗ хӗр шӑппӑн. Силвио ирхине илнӗ ҫырӑва кӗсйинчен кӑларса мана вулама пачӗ. — Анчах эпӗ, ах, хамӑн аннене ҫакӑн пеккисем ҫинчен пӗр сӑмах та калама пултараймастӑп, — ҫапла! Ҫӗркӑмрӑкӗ пирӗн пур, анчах ӑна кунта йӑтса килме ҫынни ҫук, мадам тухтӑрӑн салтак пур пулӗ? «Эсӗ тесе калаҫатпӑр-и?», «Санӑн пуҫламалла». — Куртӑн вӗт: этем фигурӑсем шухӑшласа кӑларать. — Хваттерна ертсе кай пире! — Тауко тӑшман килессе сисет, — терӗ те хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса тӗксӗм ҫӗре тата та хытӑрах тинкерме пуҫларӗ. Омбу ҫинче пурӑнакансем пӑлханса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн, хӑйсене ывӑннӑ пек туйрӗҫ. — Ӗҫӗ те шӑп та лӑп ҫавӑнта ӗнтӗ: нимӗнле ҫурт та пулман. — Ытла та ӑслӑ-ҫке эсӗ, тусӑм! — терӗм ӑна эпӗ, аллӑма тӑсса. — Ҫук, мӗн эс, инке! — Вӑл ман ҫире тарпа пӗтӗмпех ҫӗрсе кайрӗ. Э? Унта чи ҫывӑх ҫул ҫав уҫланкӑпа каять. «Арҫын ӑнтарайман ҫӗрте, — терӗ вӑл, — тен, хӗрарӑма ҫӗнтерӳ тума тӗл килӗ». Вӑл — мана усрава илнӗ хыҫҫӑн-ха ӗнтӗ — ӑна, ӗҫке ернӗскере, хӑй валли ҫав тери пысӑк хуйхӑ кӳме тупса пынӑ. Ҫакӑн пек йывӑрӑшлӑ карап кунтан хӑвӑртрах ишеес те ҫук. Макҫӑм, куҫ-харшийӗсене пӗрсе лартнӑ та, йӑмӑкӗ ҫине ҫаврӑнса та пӑхмасть. Хӗрача ман ҫине пӑхса илчӗ. Виҫҫӗмӗш вӗренекен йӑлтах пӑтраштарса калама тытӑнчӗ, хӑйӗнчен мӗн ыйтнине вӑл та ӑнланаймарӗ. — Каларӗ ҫав. Тислӗк нӑрри! Саншӑн, тӑшманшӑн, макӑрса мӗн чухлӗ куҫҫуль юхтарман пулӗ эпӗ… миҫе каҫ ҫывӑрман, анчах эсӗ нимӗн те курмастӑн! Анчах та хуҫалӑхри ҫак мӗнпур вак-тӗвек мел-ӑслайсем Зегржта начар пулӑшатчӗҫ. Таҫта инҫетре, малта, кӑвайтӑн шӗвек ҫути курӑнса кайрӗ. Санӑн ӑсу пирӗн Трофим качака такинни чухлӗ, хӑв вара йӗркеллӗ ҫынсенчен кулатӑн!» Куратӑн-и, мӗн тӑватӑп: чемоданра пушӑ вырӑн юлнӑ та унта утӑ тултаратӑп; пирӗн пурӑнӑҫ чемоданӗнче те ҫавах: хуть те мӗнпе тултар ӑна, пушӑ вырӑн анчах ан юлтӑр. — Манӑн. Кун чиперех иртнӗ, анчах ҫӗрле Маша чирлесе ӳкнӗ. Анчах мӗнле пӑхса та, темиҫе пӗчӗк айӑпсӑр пуҫне, нимле ҫитменлӗх те тупаймарӗ. Ун вырӑнне ватӑ тимӗрҫе питӗ кӳрентерсе ячӗ вара. Ыйхӑ канлӗ пулмарӗ: ниепле те путлӗ ҫывӑрса каяймастӑп, ялан шухӑшлатӑп. Амӑшӗн ӑна хӑй Николайран суд законсӑрри ҫинчен илтнине каласси килчӗ, анчах та ӑна вӑл япӑх ӑнланчӗ тата хӑшпӗр сӑмахӗсене манса кайрӗ. — Димка, пӑрах-ха эсӗ сиктӗрме ҫинче ярӑнса ларма. Куҫ та хам патӑма, пурӑн мӗн чухлӗ пурӑнас килет. Инсаров каллех хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Пӗррехинче штаб-офицерша ӑна хӗрне качча парасси ҫинчен тӳррӗн каласан, вӑл калаҫӑва халь эпӗ ҫамрӑк-ха, тепӗр пилӗк ҫул службӑра тӑрас пулать, вара шӑпах хӗрӗх икӗ ҫул тултаратӑп тесе пӑрса янӑ. Ним тума та пулман, ҫавӑнпа вара, ватӑ сунарҫӑ каялла тавӑрӑнса, каллех хӑй тин ҫеҫ йӗрлеме тытӑннӑ йӗрпе кайма шут тытнӑ. «Виват, Андрей Петрович!» тени ҫав тери килӗшрӗ; халиччен ӑна хаҫатра ашшӗ ячӗпе чӗнсе чап туман-ҫке-ха! — Ҫук, ҫук, ҫук… Шуйттан…» Ытах эс манпа пыратӑн пулсан, ӑна та ан тив… Анчах вӗсем, яланхи пекех, йӑли ҫавӑн пек ӗнтӗ, лӑпкӑ каччӑсенчен шӳт тукаласа кулма юратнӑ. Пӗлетни эсӗ, ҫӗрле хам ҫине пӑхнине тӳсме пултараймастӑп эпӗ. Кӑнтӑрла та ҫитрӗ. Ман савниҫӗм килчӗ тем — Хӳхӗм тӗрӗллӗ кӗпи. Кунцовӑран инҫех мар юхса иртекен Мускав юханшывӗн хӗрринчи ҫӳлӗ ҫӑка сулхӑнӗнчи ҫерем ҫинче икӗ ҫамрӑк выртаҫҫӗ. Ученӑйсем кометӑн етри пысӑк чул пек пулнине кӑтартса парсан кӑна Ҫӗрпе комета пырса ҫапӑнсан та Ҫӗршӗн ытлашши хӑрушӑ марри паллӑ пулнӑ: Ҫӗр ҫине ҫӗнӗ пысӑк метеорит ҫеҫ ӳкет-ҫке. Анчах ҫӗнӗ хӑрушлӑхсем тупӑнсах тӑнӑ: Ҫӗр комета хӳри витӗр тухма пултарать. Ҫынсем комета хӳри сиенлӗ газсенчен: циан, сӗрӗм газӗнчен тӑрать тесе ҫырнӑ астрономсен ӗҫӗсене вуланӑ. — Мӗн? Луиза ҫӗнӗ спорта — ухӑ перессине мӗншӗн юратса кайнине, Луизӑн ашшӗ пекех, вӑл та пӗлмен, ҫавна ним сиенсӗр йӑпанмалли япала вырӑнне ҫеҫ шутланӑ. Юлашки хутӗнче, кӗвве вӗҫленӗ май, Ерошка сасартӑк стена ҫумӗнчен пӑшала ярса илчӗ, картишне васкаса чупса тухрӗ те икӗ кӗпҫинчен те ҫӳлелле персе ячӗ. Тата пӗр ҫирӗм ҫултан христиансен ахӑрса кайнӑ ушкӑнӗ авалхи тӗлӗнмелле ҫынсенчен пӗрне — тӗнчере астрономипе математикӑна чи малтан вӗрентекен хӗрарӑма — Ипатие асаплантарса вӗлернӗ. Цикадӑсем чарӑна пӗлмесӗр чӗриклетни сывлӑшра янӑраса тӑнӑ, ҫавӑнпа йӑнӑш илтӗнме те пултарнӑ. Эсир тата сӑмса ҫинчен асӑнатӑр. — Илсе кайрӗҫ, ҫӗр ҫӑтманскерсем! — ассӑн сывларӗ амӑшӗ. Ҫав ушкӑнри ҫынсем пурте кирлӗ пек форма тӑхӑннӑ сержанта пӑхӑнса, вӑл мӗн тума хушнисене тума тӑрӑшнӑ. Темиҫе снаряд вӗсен пуҫӗсем ҫийӗпе чашкӑрса иртсе, таҫта аэродром районӗнче ӳксе ҫурӑлчӗҫ. Акӑ каллех вӑйлӑ сасӑ хумӗ аялалла анма, каялла чакма пуҫларӗ. Мӗн каламаллине тин ҫеҫ шухӑшласа тупатӑн та калатӑн, унтан каллех чӗнмесӗр ларатӑн, каллех шухӑшлатӑн. Вӗҫем иккӗш те ӗнтӗ ҫакӑнта тӗл пуласран аяккалла пӑрӑнма тӑрӑшатчӗҫ пулӗ. — Н-да-а! — тенӗ Ежов. Ҫапла-а! Эпӗ йӗппе ҫипе вырӑнне хутӑм та, хӗрарӑм сӑмахӗсем мана шутсӑр кӑсӑклантарнӑ пек (тӗрӗссипе чӑнах та ҫаплаччӗ-ха ӗнтӗ): — Виҫҫӗр доллар ытла та нумай, — терӗм. — Ну, аван мар-ҫке ку, Олеся. Питех те йышӑнатӑп! — Мӗн эс ун ҫумне ҫыпӑҫрӑн? — хутшӑнать ватӑ салтак, Шпынев пичи. Атте вилес умӗн пиллерӗ мана ҫак ӗҫе… — Мӗне пӗлтерет вӑл «лӑпкӑнрах» тени? — тусанланнӑ тутисене тутӑрпа шӑлнӑ май ыйтрӗ Ольга. Чиркӳ тем пек хӗсӗрлесен те, темле асаплантарсан та, вӗлерсен те, ҫӗнӗ вӗрентӗве саралма чарайман. — Марья Ивановна мӗнле? — терӗм эпӗ чӑтаймасӑр. Вӑл каять Номерте паҫӑрах ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫутта сӳнтерме маннӑ кайнӑ, тен ҫавӑнпа-и, хам сӑнӑм куҫкӗски ҫинче кӑштах шурнӑ пек курӑнчӗ. — «Ав, Николай; ну вӑт эсӗ ӑна ил». Вара Комиссар ӑна аякран ҫавӑрса илме тытӑнчӗ. Уяв чухнехи пек тумлантарнӑ вӗлерме палӑртнӑ арӑмсене хӗрарӑм патша малтанах суйласа хунӑ. Эпӗ калама ҫук хӗпӗртесе кайрӑм. Ӑна хӑй ҫавӑн пек хӑрушӑ япалана курнӑ ҫын анчах ӑнланса илме пултарать. Юлашкинчен вӑл политика ыйтӑвӗнчен ытларах тӗнпе мораль ыйтӑвӗ пулса тӑрать. — Ухмах, хӑвӑнтан мӗн ыйтнине хирӗҫ ответле, — тенӗ Троси, Гальвей ҫыннине кантрапа тивертсе илсе. Вӗсем Владимир ыйтнине йышӑнма кӑна мар, уншӑн хӑйсен пурӑнӑҫне те пама хатӗр тесе тупа тунӑ. Кунта урӑх япаларан хӑраҫҫӗ пулмалла — эпӗ ҫакна каласшӑн: Морис-мустангершӑн тӗрме тулашӗнче пулни тӗрмере ларассинчен хӑрушӑрах. Вальсӑн хӑлхана хуплас пекех хӑватлӑ сассисемпе чӗтӗресе, тӑрӑлтатса ҫех тӑнӑн туйӑнакан залӑра икӗ мӑшӑр ҫаврӑнать. Пуринчен ытла вӑл шухӑшланӑран килет. Манӑн хӑлхана каллех паҫӑрхи «Fоrlorad» тенӗ сӑмах пырса кӗчӗ; унтан каллех, мана тӑнсӑр пулса выртнӑ ҫӗртен вӑратнӑ хайхи аслати пек сасӑ кӗмсӗртетсе кайрӗ. — Кунта пысӑк тарасан кире пуканӗ те ним мар кӗрсе каять, — асӑрхаттарчӗ Мичо бай. Хӗрӗ амӑшне: ан хытса тӑр ӗнтӗ, тесе тимлет; ҫав кавир унӑн пӳлӗмне ытармалла мар илем кӳртнӗ пулӗччӗ, имӗш!.. Сылтӑм аллине вӑл шӑлавар кӗсйине чикнӗ, ҫавӑн пирки унӑн сулахай хулпуҫҫийӗ сылтӑмминчен аяларах, ҫак уйрӑмлӑха пула амӑшӗ ӑна таҫта курнӑ пек астурӗ. — Кам вара унӑн авторӗ? Икӗ казак ӑна аллисенчен тытса йӗнер ҫине лартрӗҫ. Инҫетри тӗксӗм ҫутӑ стенасем тӑрӑх мӗкӗлтетрӗ, унтан туннеле кӗрекен вырӑн ҫутӑлса кайрӗ. Сире кунта ырӑ — мӗнле ырӑ ан пултӑр! Ҫак кунсенче Алексей килтен тухмасӑр тенӗ пекех пурӑнчӗ. Ҫав тери кичем вӑхӑта ирттерсе ямашкӑн мӗн те пулин интереслӗ япала тупасчӗ хӑть. Пӗр сӑмахпа каласан, сулахайла ача чирӗ, — акӑ мӗн маншӑн тӗп хӑрушлӑхсенчен пӗри пулса тӑрать. Анчах ҫакна ҫеҫ ыйтатӑп — ҫынсемпе шикленмесӗр ан калаҫ! Паллакан ҫынсенчен фисгармони илсе килчӗҫ, мӗн тумаллине пӗтӗмпех туса ҫитерсен, пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм ун умне ларса кӗвӗ калама тытӑнчӗ; фисгармонийӗ пӑсӑлнӑскер, хӑрӑлтатать, ҫухӑрать, ҫитменнине тата, пурте тӑруках юрласа ячӗҫ, ман шутпа, ҫакӑ вилӗ Питера кӑна килӗшме пултарчӗ. Самолёт малалла чупса кайса тормозсемпе чӗриклетсе илчӗ те, аэродром хӗрринех ҫитсе, каҫхи хӗвелӗн кӗрен ҫуттипе ҫуталнӑ ҫамрӑк шурӑ хурӑнсен стени патнех ҫитсе чарӑнчӗ. Ҫапах та манӑн ура ҫине тӑрса хама тӳп-тӳрӗ тытса ҫаксене пӑхса тӑмалла пулчӗ. Вӑл симӗс сӗтел хушшине кӑмӑллӑнах ларчӗ те, Базаровран 2 тенкӗ те 50 пус ассигнацисемпе выляса илнипе пӗтерчӗ: Арина Власьевна килӗнче кӗмӗлпе шутласси ҫинчен ӑнланма та пултарайман… Тӗттӗмре аран-аран сулахай енне, пӳлӗмсем патне пытӑмӑр, йывӑр япаласене ҫӗклемелли хатӗрсем ҫине пырса тӑрӑнас мар тесе, алӑсене саркаласа ура сӗмӗпе утатпӑр, мӗншӗн тесен йӗп чиксен те куҫ курмасть. Дубровский, ун патне таврӑнчӗ те, каллех ун аллине тытрӗ. Манӑн пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ. Эпӗ хӑраса ӳкнӗ тата йӗпеннӗскер каллех унӑн тӗпне выртрӑм. Челнок, тӑна кӗнӗ пек пулса, малтанхи пекех мана хумсен хушшипе сыхланса илсе кайрӗ. — Лӑпланӑр та, — терӗ вӑл, — ан хускалӑр, унсӑрӑн ҫак йӑваш чӗрчунсене хӑратса ярӑр тата. Чие йывӑҫҫин туни ҫинче хытса ларнӑ янтарь тӗслӗ сухӑр чӑмӑркки уйӑх ҫутинче тӗксӗммӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать. Унӑн куҫӗсем ытарайми илемлӗ, сасси янӑравлӑ та ырӑ, ытла ҫаврака кӗлеткин йӗрӗсем те ман яшлӑхӑн ун чухнехи тапхӑрӗнче самаях хитре пек туйӑнчӗҫ. Симурден Говэна тискер енне ҫӗмӗрме ирӗк пачӗ. — Ыттисем те юратаҫҫӗ, анчах ун ҫинчен калама вӑтанаҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, хӑвӑн айванлӑху пирки ҫынсене те сиен кӳмелле ан пултӑр. Юл та итлесе лар, вара пӗтӗмпех ӑнланӑн, — терӗ. Калаҫас теместӗп Эпӗ хӗлӗпех калаҫма вӗрентӗм. Курма пынӑ ҫынсем укҫа ӑҫта параҫҫӗ, вӗсен вара чунӗсем те ҫавӑнтах пулаҫҫӗ. Том каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те:— Кая юлтӑм, вӑл курӑнми те пулнӑ, — терӗ. Андрей ҫинелле пӑхса илчӗ те пӗтӗм карташне янӑратса ҫухӑрса ячӗ: — Пич-че-е! — терӗ те, хӑй тӑнӑ ҫӗртен ыткӑнчӗ. Эпӗ сирӗнпе ун пек тума пултаратӑп-и? Шухӑ ҫамрӑк уйӑх чул тӑва тӳрремӗн пӑхса ҫутатать. Асаилӳсем-и? — Эсир хӑвӑра ҫак харсӑр чӗрчунсемшӗн хӑрушӑ пулмаллах вӑйлӑ тесе шутлатӑр-и? Тепӗр тесен, ку пулма пултараймасть. — Ҫав ҫын вара… Листа хут ҫине пур горизонтальнӑй линисене те туртрӑм, тӗрӗслесе пӑхрӑм, — аван? Челнок ҫинче Эпӗ ыйӑхран вӑраннӑ тӗле пӗтӗмпех ҫутӑлса ҫитнӗ. Мӗншӗн тесен вӗсенчен нихӑш те службӑна ӗненмест, ҫав службӑн ӑслӑ-тӑнлӑ тӗллевне курмасть, — шӑп та шай ҫакӑншӑн. Джон ҫӗр ҫинелле пӑхкаласа илет, анчах нимӗн те курӑнмасть. Ҫӗр ҫине тухма май килсен, экипажпа пассажирсене лартса тухма судно ҫинче пӗртен-пӗр ялик пур. Ун пит-куҫӗ пӗртте хурлӑхлӑ пулман, ҫук, вӑл хавас пит-куҫлӑ пулнӑ — ку вара Леноре фрауна пушшех тӗлӗнтерсе ячӗ. Юлташсем! Вӑл ҫапла калани хитре сӑмах мар, йывӑр аманнӑ боецӑн сасси иккенне пӗлет. Сулахай аллипе вӑл Яков Лукича тумтир ҫинчи пиҫиххинчен ярса тытрӗ, сылтӑммипе Половцева мӑйӗнчен ҫавӑрса илчӗ. Ӑнлантарса пар-ха пире, кӑмӑл ту ӗнтӗ, аҫу-аннӳ кам санӑн? Эпир пур ҫӗре те часовойсем тӑрататпӑр тата ром парассине чакаратпӑр. Пӗрре такам пароходпа ларса пыракан карчӑкӑн укҫа хутаҫҫине кӑларса илнӗ; ҫавӑ уяр та тӳлек каҫ пулнӑччӗ, ҫынсем пурте ырӑ кӑмӑллӑн та лӑпкӑн пурӑнатчӗҫ. Эсӗ ӑна пӗлме кирлӗ пулӗ ӗнтӗ? — Тӗрӗс, ҫывӑрма каяр, — тесе кӑшкӑрчӗҫ ыттисем. Пулса иртнине манма хӗн. Эпӗ вара кӑштах ҫӗкленсе: «Ҫапла ҫав, эсир 2 ҫынна хаклама пӗлмерӗр, отечествӑна чӑн-чӑннипе юратакан ҫынсемччӗ вӗсем; халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те вилчӗҫ… турӑ каҫартӑр сире! тейӗп те вилӗп». А Давид патша? Мужик! — Сывӑ-и? — тесе пит кӗскен саламларӗ Зеб, хӑйӗн пысӑк ӳт-пӗвӗпе хӳшӗ алӑкне картласа лартса. Люба ун енне ҫаврӑнса тӑнӑ та:— Ах, Фома! Хӗрӗсем тутисене тӑсрӗҫ, анчах мана вӑл нимӗнех те мар… Ҫак вӑрҫӑра каҫару-мӗн ан пултӑр. Хӑма сарса тунӑ пӗчӗкҫеҫ кӗпер ҫинче урапа тӑнкӑртатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. — Ваше благородие, эпӗ ҫемьелӗ ҫын, ку пристаньте эпӗ ҫирӗм ҫул ӗҫлетӗп. Вӑл чупса пыма тытӑнчӗ те часах арман патне ҫитрӗ. — Нимӗн те ӑнланмастӑн эс! Унта сӗм тӗттӗм пулнипе нимӗне те курса пулмарӗ. Санин тата икӗ эрнерен каять тесе калаҫса татӑлчӗҫ. Хура пӗлӗтсене тусем ҫинчен тем хӑваласа антарчӗ. Вӗсем вара икӗ ту хушшинчи ансӑр хушӑсемпе аялалла, улӑхсене ыткӑнчӗҫ, анчах кунта вӗсене тинӗс тӗл пулчӗ; пӗлӗтсем енчен-енне куҫма тытӑнчӗҫ, ҫул урлӑ сиксе каҫрӗҫ те, чӗтрене-чӗтрене, хумхана-хумхана илсе, чарӑнчӗҫ. — Укҫасене илтӗн-и? — сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ыйтрӗ вӑл. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл шуралса ларнӑ сухалӗпе уссийӗсем витӗр ӑшшӑн кулкаласа илет. Маркиз сӑмахсене ахаль чухне, юлташла калаҫнӑ чухнехи пек, Говэн ҫине хаваслӑ та таса куҫӗсемпе пӑхса, аллисене кӗсйисене чиксе, лӑпкӑн каларӗ. Пӗр ҫирӗм арҫын, ҫӗлӗкне хывса, ӑна итлесе тӑчӗ. Ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвала! Сковородников старикӗн лаши, акӑ мӗн вӑл! Епле-ха вӑл кун ҫинчен хальччен шухӑшлайман! Ӗнер ҫеҫ ачасем ҫуралма пуҫланӑ тейӗн ҫав. Кӑнтӑрла тӗлнелле ҫурт умне темӗнле ҫуна евӗрлӗ урапа ҫитсе чарӑнчӗ, ӑна тӑватӑ еху туртса килчӗҫ. — Илсе каятӑп, — ответ пачӗ Баринов. — Сыхлан, Мексикӑри йӗке-хӳре чӗппи, — тесе хунӑ Денни, кулакан тутисем витӗр, — эпӗ санӑн мӗнпур шӑнӑрусене кӑларса илӗп! — Тепре курнӑҫса савӑшиччен сывӑ юлӑр. Йытта та манса хӑвармарӗҫ. Юлашкинчен хушаматсемпе чӗнме пуҫларӗҫ; гимназистсем хӑюллӑ тухаҫҫӗ, нумайӑшӗ лайӑх ответлеҫҫӗ те хаваслӑн таврӑнаҫҫӗ, пирешкеллисем ытларах именеҫҫӗ, ответлессе те япӑхрах ответленӗ пек туйӑнать. Анчах пӗррехинче вӑл порта пымарӗ, ҫав кунтан вара ӑна урӑх кураймарӗҫ те… «Апла пулсан, каяс мар, килтех юлас», — терӗ кумӗ, алӑк хӑлӑпне ярса илсе. — Малашне мӗн тӑвать ӗнтӗ вӑл? — ыйтрӗ Софья, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа. Эмеле, чӑнах та, катӑлса пычӗ. Анчах Том хӑйне мар, хӑнасем йышӑнмалли пӳлӗмри урай шӑтӑкне эмеллени ҫинчен мӑнаккӑшӗ шухӑшламарӗ те. Паян нумай тӳссе ирттернисене пула ҫав тери ывӑнса ҫитнипе, вӑл ура ҫинче аран тытӑнса тӑчӗ. Эпӗ ним чӗнмесӗр пуҫа тайрӑм. Ҫав вӑхӑтрах кровать пӗр пеккӗн хӑйинклетсе тӑчӗ — тарӑн шухӑша путнӑ профессор енчен енне сулӑнкаласа ларчӗ пулмалла, тата пӑспа ӑшӑтакан батарейӑсенче шыв шӑмпӑлтаткаларӗ. — Унччен те, сударь, ун пеккисем пулкаланӑ, анчах сахалрах пулнӑ, — терӗ вӑл. Ӑна кошевоя та суйланӑ пулӗччӗҫ, анчах вӑл ытла та кулӑшла козак пулнӑ. Ун ҫинче пӗтӗрнӗ хулӑн кантраран тунӑ виҫӗ йӑлӑ; пусмаллӑ пукансем хыҫалалла йӑванса каякан юпа ҫумне тӗрӗнсе тӑраҫҫӗ. Том ҫапла калать:— Эсӗ хӑравҫӑ, йытӑ ҫури эсӗ. — Эсир мана ӑнланмарӑр, — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл хыпӑнчӑклӑн хӑраса. — Ну, ку ытлашши ансат ӗҫ, — терӗ Том, — пӗрре-иккӗ — икерчӗ, улттӑ-ҫиччӗ — пӗҫерчӗ тенӗ пек ҫеҫ, тата урок вӗренес марри пекех ҫӑмӑл. Королева Марго ҫинчен йӗрӗнмелле калаҫнӑ чух, мана ачалла мар шухӑшсем тытса хускатма пуҫлатчӗҫ, ман чӗрӗ элекҫӗсене курайманнипе тулса каятчӗ, ман ним чарусӑр ашкӑнас, пурне те ҫилентерес килсе каятчӗ, хӑшпӗр чух тата хама та, пур ҫынна та ним шутсӑр хӗрхенес килетчӗ, — ҫав ним шарламасӑр хӗрхенни вара курайманнинчен те йывӑртарахчӗ. — Джузеппе Гарибальди, — тӳрлетрӗ Тоня. Полковник ыйтнине сирсе ярсан, манӑн тӗнрен кулнӑ, мана хама мӑшкӑлланӑ (ку ытла кирлех те мар-ха) пӗр ҫын пурнӑҫне ҫеҫ ҫӑлас тӗлӗшпе хулара пӑлхав сиксе тухма пултарать. Ҫав ҫыннӑн пурнӑҫне сыхласа хӑварсан, вӑл кунта каллех усал ӗҫсем тӑвать, кун пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Старик ун ҫине тулхӑрса илчӗ. — Мӗн каланине эпӗ хамах пӗлетӗп. — Ох, ҫук, ҫук… ан кала ун пек, — шиклӗн пӑшӑлтатрӗ Олеся. Ҫук ӗнтӗ, сирӗн коммуникене эпӗ хирӗҫлетӗп. Миҫе ҫулта? Тухса та тарӗҫ, пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе илсе кайса пӗтерӗҫ, вара эпир шӑпах ҫурӑк валашка умне ларса юлӑпӑр, чӑнах та, ҫӑмӑллӑнах ларса юлма пулать! Цанко арӑмӗ часах каялла килсе кӗчӗ, хӑй лара-тӑра пӗлмест, вара ҫапла каласа хучӗ: — Тата пӗр ӗҫ турӗҫ иккен, турӑ сывлӑх патӑрах ӗнтӗ вӗсене! — Ларӑр-ха, калаҫӑпӑр. Марин йыснӑшӗн кил-йышӗпе ҫаксенчен урӑх хӑй кунта пурӑннине ыттисем пӗлмеҫҫӗ тесех тӑратчӗ. Кил хуҫи ӑна ҫапла тесе шантаратчӗ. Ҫапкаланчӑксем ҫимелли туртса кӑларчӗҫ те ирхи апат ҫиме пуҫларӗҫ. — Никамӑн та ӗҫ ҫук унта! Чӗтӗрекен хупӑнчак сасӑ тӳнлетсе тӑнӑ майӑн, йӑлӑхтарса ҫитернӗ полькӑн суя кӑввипелен Олизарпа Арчаковсскй канкан ташлама пикенчӗҫ. Куҫӗ хупӑ, тути хуп-хура… — Эпӗ ӑна пӗлнӗ, — терӗ амӑшӗ ывӑннӑ сасӑпа. — Мана, Марья Николаевна, пӗртте кичем мар, эпӗ сире лайӑх итлетӗп. Кӑшт тӑхтасан, вӑл каялла тавӑрӑннӑ та каланӑ: — Паян эпӗ хампа пӗрле Теткӑна тата Федор Тимофеича илсе каятӑп. — Икӗ гвинея! — тесе мӗкӗрсе ячӗ Мерри, укҫана Сильвер еннелле тӑсса. Хӗрлӗ ялав айӗнчи ҫынсемпе сӑрӑ ҫынсем пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫывхарсах пычӗҫ; салтаксен сӑнӗ — урам урлӑшӗпех пыракан, киревсӗрле лӑпчӑнса, вараланчӑк сӑрпа сӑрланнӑ сӑн — уҫҫӑнах курӑнчӗ, — ҫав сӑн ҫине тӗрлӗ тӗслӗ куҫсем чиксе тултарнӑ; ун умӗнче ҫинҫе штык вӗҫӗсем ҫивӗччӗн ялтӑртатса пычӗҫ. Ак халь ӗнтӗ, шалти иккӗленӳллӗ туйӑм ҫумне мӗн ӑнланса илни пӗрлешет те каять вара пӗр йӗрпе. — Аха! Тӑванлӑх туйӑмӗ калаҫма пуҫларӗ санра, — терӗ лӑпкӑн Базаров. Хӗрӗхе. Чи йывӑр чирлисем те ним пирки те ӳпкелешмерӗҫ, хӑйсен ӗҫӗ юсанма пуҫлани ҫинчен каларӗҫ. Тӗттӗмленме пуҫларӗ. Францие сутнӑ: вӑл тӑшманшӑн уҫӑ, хӳтлӗхсӗр. Ӑҫта вӑрларӑн? — тесе ыйтрӗ пачӑшка васкамасӑр, пӑртак шухӑшласан. Ҫынсем-и вара вӗсем? Пӗтӗмпе илсе калас-тӑк, эпӗ ӑраснах паллӑ япала тавраш нимскер те туман вӗт — прери тӑрӑх ҫӳресе килтӗм, ҫавӑ анчах. Пурте Паганель хыҫӗнчен удупӑран тухрӗҫ. — Тӗрӗс, Паганель! — терӗ майор. Андрей ассӑн сывласа илчӗ, — хисеплӗ граждансем, пирӗн хамӑрӑн пӗтӗм вӑя пухса тыркассене пӗтерме тухас пулать… Ылтӑн — тупӑкра Малтан эпӗ алӑк патне йӑпшӑнса пырса итлерӗм: иккӗшӗ те харлаттарсах ҫывӑраҫҫӗ. — Эпӗ юнашар пӳлӗмре пулӑп. Кирлӗ пулсан мана кӑшкӑрӑр. — Атакама пушхирӗ-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Дик Сэнд. Хохол урай тӑрӑх йывӑррӑн пусса ҫӳрерӗ, пӳлӗмре каллех хуллен шӑхӑрни чӗтресе тӑчӗ. Итлӗр лайӑхрах: комсомолецсенчен ҫирӗм проценчӗ ӗҫе кунсеренех пилӗк минутран пуҫласа вунпилӗк минут таран кая юлса килет. Эпӗ мӗнле вилӗп-ши? Пӑлхава хатӗрленни ачасен вӑййине те куҫрӗ. Вӗсем пӳскисемпе кӑлтӑрмачисене тыткалами пулчӗҫ, вӑрҫӑлла кӑна выляма тытӑнчӗҫ, хӑйсем валли шӑвӑҫран пӑшалсем турӗҫ, хӗҫӗсене йывӑҫран якатса майлаштарчӗҫ. Арҫынсем вигвамсенчен сике-сике тухнӑ та тӑшмансене пеме тытӑннӑ, лешсем тарнӑ, юпа ҫумне кӑкарнӑ лашасене салтма ӗлкӗрнисем лашасем ҫине утланса тарма васканӑ. Олеся хулпуҫҫийӗсене тарӑхуллӑн сиктерсе илчӗ. Улмуҫҫийӗ — мичуринка, сорчӗ — «ылтӑн налив», паллах, мӗнлине пӗлсе силленӗ. — Чиркӳрен. Ҫапла ирттерсе ячӗ вӑл пӗр куна, Егорье праҫникне. — Ӑна турккӑсен аги вӑрласа кайса вӗлернӗ текен хыпар ҫӳренӗ; ун упӑшки, Инсаров ашшӗ, ӗҫ мӗнле пулса иртнине пӗлнӗ те тавӑрасшӑн пулнӑ, анчах вӑл агана кинжалпа чиксе амантма ҫеҫ пултарнӑ… Сулахай куҫ харшине чалӑштарса, Нагульнов Давыдов енне ҫаврӑнчӗ те пӑшӑлтатса каларӗ: — Кӑларса ярас-и ӑна? Нимӗҫ вӑл, ют ҫӗре тытса илес тесен, кирек хӑҫан та сӗмсӗр. Хортан пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса ӳкрӗҫ, юрра малтанхи виҫене ҫӗклеме, ӑна малалла тӗрт ме тӑрӑшакан уйрӑм сасӑсем илтӗнчӗҫ: Вставай, подымайся, рабочий народ! Пурте чӑтма ҫук вӑйлӑ бомбардировка пырать, теҫҫӗ; бомбардировка илтӗнсех тӑрать ӗнтӗ. Эпӗ хам ҫине хытӑ шанни ӑна килӗшмерӗ. — Кӗрес те унран ҫул пирки ыйтса пӗлес». Вышимирскирен илнӗ хутсене вӑл пӗтересшӗн пулман. — Юрать, — терӗ Кирила Петрович, — ӑна хупса лартӑр та ӑҫта та пулин, лайӑх асӑрхӑр, ан тартнӑ пултӑр. Тартсан, пурсӑрӑнне те тирӗрсене сӗветӗп. Ҫил-тӑман сасартӑках капланса ҫитрӗ. — Юрий-и? — Эй, кунта, кунта! — аллисемпе сулса кӑшкӑрашрӗҫ ыттисем. — Ыран ирпе вунӑ сехетре, — терӗ Джон Мангльс, — прилив пире ҫӗр ҫинелле илсе тухӗ. Хӗвел, Джордано Бруно каланӑ пекех, хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑнать. Кам каларӗ сана? Кунпа асӑрханарах вӗҫес пулать. Паллах, ут витинче кашни каҫах илӗртӳллӗ илемлӗ кӗвӗсем янӑранӑ, ача халь ӗнтӗ, амӑшӗ ирӗк парасса кӗтмесӗрех, унталла ыткӑннӑ. Ку пулмасть вӑл, пулмасть!» Аван мар ун пек! Плугне лайӑх майлаштарса панӑ, касӑран сайра хутра кӑна тухкаласа каять, вӑл хӑй пӗччен те сухалама пултармалла. — Вӑкӑрсене хӳтерсе пыраканни санӑн арӑму-им вӑл? — ыйтрӗ Давыдов. Мексиканец хӗрне татах курасси тата ун сӑнне лайӑхрах пӑхса илесси уншӑн пит кирлӗ пулса тӑнӑ. Пилӗк таран ҫара ӳчӗ ҫинче Негоро хушнипе асаплантарнин йӗррисем курӑнаҫҫӗ. Тристан д'Акуньяра пурӑнакансен йышӗ ҫӗр аллӑ ҫынна ҫитет. — Пӗлместӗп. — Тӑхлачӑ патне, Анфиса Марковна патне кайма тухсаттӑм, а Яша мана хирӗҫ, — ак ҫакӑнтан, тӑкӑрлӑкран… — Питех те аван! — терӗ ӑна хирӗҫ Том. Гринвуд мана нумай ҫӗклентерчӗ, ун хыҫҫӑн часах тата ман алла ӗнтӗ чӑн-чӑн «тӗрӗс» кӗнеке — «Евгения Гранде» пырса лекрӗ. Том хӑйне юри пӗртте пӑшӑрханман пек тытсан та, унӑн ӑшӗ ҫапах та вӑркарӗ, куҫ харшине пӗрӗнтерсе лартрӗ вӑл. Анчах вӑл хӑй районне питӗ юратать, ҫавӑнпа та ӑна нумай ҫитменлӗхсемшӗн каҫараҫҫӗ. «Ҫакна мана асӑнса тӑвӑр». Вара ҫар уставӗн мӗнпур чеелӗхӗ: меллӗн ҫаврӑнкаласси, пӑшала маттуррӑн тыткалама пӗлесси, маршировкӑра урана ҫирӗппӗн ҫатлаттарса пусасси, вӗсемпе пӗрлех мӗнпур тактикӑла фортификаци те, — ҫавсемшӗн-ҫке вӑл хӑй пурнӑҫӗн чи-чи лайӑх тӑхӑр ҫулне ҫухатнӑ, вӗсемех унӑн юлнӑ ытти пӗтӗм пурнӑҫне те тултарса тулӑхлатмаллаччӗ, ҫавсемех тата ӑна нумай пулмасть кӑна пысӑк пӗлтерӗшлӗн те ӑслӑ ӗҫ евӗрлӗн туйӑнса тӑратчӗҫ, — ҫаксем халь ун умне сасартӑк пурте-пурте темле кичеммӗн, чӑн маррӑн, шутласа ҫех кӑларнӑн, темле тӗллевсӗррӗн те пустуийӑн, пӗтӗм тӗнчене явса илнӗ ултавлӑх ҫуратнипе анчах пулнӑн, темле тӑмсайла аташу пеклӗн тухса тӑчӗҫ. — Пӗтемӗшпех вӑл — темӗнле, хӑйне уйрӑм, — тенӗ Фома. Ҫук, халь тин аван мар ӗнтӗ». — Украинӑра халӑх тӗн енӗпе поэтларах пулӗ, — каласа парать Ромаҫ, — кунта эпӗ турра ӗненнӗ ятпа хӑранине те сӑхӑмлӑх пуррине ҫеҫ куратӑп. — Ҫапах та… Вӗсем ҫав тери туслӑ та тимлӗн калаҫса ларнине кура тутар хӗрӗ те вӗсене тӑрӑхлама пӑрахрӗ, пӳлӗме пырса кӗчӗ, ним чӗнмесӗр стена ҫинчен кӗпине илчӗ те тухса кайса ҫухалчӗ. — Вӑл шыв илсе пыма чупрӗ те, шывне сыпмарӑм эпӗ. Анчах праҫник кун пулнӑ пулин те садра пуш-пушахчӗ, сад тавра та пӗр чун та ҫукчӗ, ҫил кӑна типӗ ҫулҫӑсене хӑваласа, фонарь юпи ҫинчи уйӑрӑлса кайнӑ аффишӑна кӑшӑртаттаратчӗ. Акӑ хайхи пирӗн «Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинчи пурнӑҫ» иртес самант та ҫитрӗ-ҫитрех, ҫав ытармалла мар минут ҫинчен сире тӗплӗнтерех каласа парас пулать ӗнтӗ. Театрӑн иккӗмӗш эшелонӗ вӑл — ҫӗвӗҫсем, грим хуракансем, плотниксем, ҫутӑ паракансем, сасса йӗркелесе тытса пыракансем, сцена механикӗсем. — Шӳт тума пӗлместӗп эпӗ, — терӗ те Петр яланхи йӑлипе хӑлхине туртса илчӗ. Интереслӗ пӗлме, кам ҫырса ӳкерме пултарнӑ ҫак картӑна. Вара вӑл Лукашка аллинчен вӗҫерӗнчӗ те темиҫе утӑм чупса кайрӗ. Телескоп шухӑшласа кӑларнӑранпа ҫынсем Хӗвел ҫинчен ҫӗнӗрен хыпарсем нумай пӗлнӗ ӗнтӗ. Ӑшӑ та ҫутӑ июль каҫӗ. Сенкер таса тӳпере ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Ыр ӑйӑр кӑшт ҫуна тупанӗсене кӑчӑртаттарса ҫунана вырӑнтан тапратнӑ та ялти такӑр шӑн ҫулпа ӳрӗккӗн малалла кайнӑ. — Мирон тата? — Боецсем — аптӑрамаҫҫӗ-и? Ҫурҫӗр иртсе виҫ сехетре чӳрече патӗнче Петька виҫӗ хут шӑхӑрмалла, ку вара пирӗн пурте йӗркеллине, ҫул ҫинче никам та ҫуккине, тармаллине пӗлтерекен сигнал пулать. Акӑ пуҫланчӗ тӗттӗмленме. Эпӗ унпа ҫапӑҫрӑм, — терӗ Силвио, — акӑ, унпа ҫапӑҫнин палли те кунтах. — Пулман-и? Ирхи кӑвак тӗттӗм сирӗле пуҫларӗ. «Галантерейная торговля Фукса» тесе ҫырнӑ вывескӑллӑ икӗ хутлӑ ҫурт тӗлне ҫитсен, Паляныця чӗлпӗрне карт туртрӗ. Унӑн картерне анӑпӑр, ытти ҫынсем те ҫаплах тунӑ, ҫапах та вӗсем вилмен. Пасарти ҫынсем ҫумне халь хӑваласа килнӗ тата унччен баракра тытнӑ тӗрлӗ ҫулсенчи икӗ пин мӗскӗн хутшӑнчӗ. Уҫӑлнӑ алӑкран шуҫран тунӑ ванна курӑнчӗ, унтан хӑйлатакан сасӑ мӑкӑртатни илтӗнчӗ: — Кӗр, усал… Ман ырӑ тӑван ҫӗршыва — наукӑсемпе искусствӑсене саракан, вӑрҫӑсенче парӑнтаракан, Францие ҫӗмӗрсе тӑкакан, Европӑри патшалӑхсене суд туса килӗштерсе тӑракан, ырӑ ӗҫсемпе турра ӗненессине, чыспа чӑнлӑха кӑларса тӑракан ҫӑлкуҫне, пӗтӗм тӗнче ӑмсанса мухтанса тӑмалли патшалӑха ҫапла йӗрӗнмелле хурласа калаҫнине илтсен, ман кӑмӑл тарӑхнипе тӑвӑлланса кайрӗ. — Паганель, эсир чӑнласах аслӑ гений! Эсир пӗлетӗр, эпӗ ҫын хыҫӗнчен каякан ҫын мар, анчах хальхи вӑхӑтра эсир пуҫарнӑ ӗҫ пурӑнӑҫа кӗрессишӗн эпӗ хамӑн пуҫӑма хума та хатӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем каллех пӗр-пӗриншӗн инҫе те ҫывӑх пулса ним калаҫмасӑр пурӑнма тытӑнчӗҫ. Нагульнов ним чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ, анчах ирхине, килтен тӑрса тухсанах, Ванюшка Найденова шыраса тупрӗ те ытахальтен тенӗ пек, ҫапла каларӗ: — Паян эпӗ ерҫӳллӗ, санпа пӗрле пырас тетӗп, пулӑшас тетӗп сана. Яхтӑна юсас ӗҫ те, тен тата пӗр-икӗ куна тӑсӑлнӑ пулӗ? Ну, мӗншӗн мана тытмастӑн? — Вӑл ҫаплах ҫав, — тенӗ Миките. 1813-мӗш ҫулта унта ҫулталӑкра туса кӑларнӑ эрех хисепӗ тӗлӗнсе каймалла цифрсене ҫитнӗ, мӗн пурӗ ҫирӗм икӗ пин пип пулнӑ; Вӑл чӗтренине те нимӗн тума пӗлменнине пӑхмарӑм, тутасем унӑн ҫемҫе пит ҫӑмартине перӗнчӗҫ; вӑл шартах сиксе илчӗ те нимӗн те шарламарӗ; эпир хыҫалтан пыраттӑмӑр, пире никам та курмарӗ. Эпӗ ун хыҫҫӑн ура ярса пусма ӗлкӗреймӗп, колхозниксем вара тӳрех эпӗ хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнекен пӗр-пӗр путсӗр ҫын тесе шутласа илӗҫ. Мӗншӗн ун пекех, Алеша? Тӑхта-ха, акӑ хаҫата пӑрахӑп, унтан пысӑк ӗҫе пикенсе, пӗр пӗчӗк кӗнеке ҫырӑп… — Айтӑр, улпутӑм, эпӗ сире ертсе каям, — терӗ вал, каялла ҫаврӑнса тата, ахӑртнех, ман ӗҫсем еплине тӳрех тавҫӑрса илсе, — пачӑшкӑ ирхи кӗлӗре-ха, часах килет ак. Вӑл алӑка уҫрӗ те тап-таса пӑлтӑр урлӑ, малти пӳлӗм витӗр, таса пир кавир тӑрӑх келйӑна илсе кӗчӗ. Эпир районра совет влаҫне лайӑх ҫирӗплетрӗмӗр, бандитизма тымарӗ-мӗнӗпех пӗтертӗмӗр тата контрабандӑлла промыслан урисене касса татрӑмӑр. Романсем вуланине пула хама хам епле тыткалас тӗлӗшпе манра ҫӗнӗ паха тӗллевсем ҫуралчӗҫ, эпӗ ҫав тӗллевсене пурнӑҫа кӗртесшӗн тӗмсӗлтӗм. — Эсир вара ҫав каламасӑр тӑнин сӑлтавне, ман ӑшра мӗн пулса пынине пӗлесшӗнччӗ-и? Халӑх ҫеҫ пуҫтарӑнтӑр. Тепӗр тесен, асӑрханни кансӗрлемест. «Питӗ аван, питӗ лайӑх, — тенӗ вӑл, — эсӗ пӗлнине хамах куратӑп; халӗ ӗнтӗ кайса кан». Хуҫисем патӗнче хӗр ҫураҫрӗҫ. Ача нимӗн те каламасӑр йӗрсе ячӗ. Кил хуҫин ӑшаланчӑк арӑмӗ чӗриклетекен хапхана уҫать, шухӑшлӑ пек курӑнакан ӗнесене урама хӑваласа кӑларать те ыйхӑллӑ кӳршӗ арӑмне сӑмах хушать, урамра кӗтӳ тӑпӑртаттарса пыни, мӗкӗрни, макӑрни илтӗнет. — Машинӑпа каласа парать вӗт-ха! Пристаньрен икӗ миля анса, сулла Миссисипи варрине илсе тухмасӑр та эпӗ лӑпланаймарӑм. Вӑл ертӳлӗхне сыхласа хӑварассишӗн пире вӗлересшӗн. Хама ертсе ҫӳрекен юлташсем ҫав тери лайӑх та ырӑ кӑмӑллӑскерсем пулчӗҫ, вӗсем мана апат-ҫимӗҫсем парса карап ҫине ҫитичченех ӑсатса ячӗҫ. Пӗрре эпӗ куртӑм: кӑмакана лартса пӗҫернӗ сӗт чӳлмекӗ тытса вӑл пусма патнелле утса пычӗ, анчах сасартӑк унӑн урисем хутланса анчӗҫ, вӑл ларчӗ те пӗр картлашка ҫинчен тепӗр картлашки ҫинелле кӗрӗс-кӗрӗс тутарса, чӳлмекне алӑран ямасӑр пусма тӑрӑх аялалла анса карӗ. — Иван эпӗ, Видинри Манол Кралич ывӑлӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем ӑҫта килсе ҫакланнине ӑнланса илес тесен, Ика-на-Маорине юнпа лӳшкентернӗ ҫак вӑрҫӑн историне пӗлес пулать. Ҫак медальон ӑшӗнче Лоуренсӑн чи лайӑх произведенийӗсенчен пӗрин пӗчӗк портречӗ пулнӑ. — Манӑн арӑм! — терӗ вӑл. Ҫак мӑнастир хулари хыпарсене калама ҫук тӑрӑшса сарать. Анчах эпир вӑйсӑррисене пулӑшатпӑр, — вӑйсӑр ҫынна вӑйлӑ тӑваятӑн-им? Сӑпка вырӑнӗнче шутланакан хӑмине анчах ҫуралнӑ ачан амӑшӗ выртнӑ тискер кайӑксен тирӗсенчен тунӑ вырӑнӗ вӗҫне тӳп-тӳрӗ тенӗ пекех тӑратнӑ пулнӑ. Ӗненӗр, ҫакӑ мана нимӗн чухлӗ те ыраттармасть. — Сирӗн чӗлхӗр Галли чӗлхи пекех усал. — Ҫӗрлеччен тухса каять! — Ҫук, акӑ ку! — ача аллине тӑсрӗ те Пӑванӑн татӑк пӳрнисене тата алли ҫинчи пысӑк суран ҫӗввине тытса кӑтартрӗ, лешӗ кукӑлне сӗтел ҫине хучӗ. Ипполит Сидорыч! Юлашки сыпӑкӗ ҫырӑнса пӗтрӗ. Икӗ автомат илнӗ! Роялистсем вӗсене «активлӑ граждансем» теҫҫӗ. Суя! Улпут майри качча тухнӑ горничнӑйсене тытмасть!» — «Мӑн вырӑна Маланья кӗме пултарать». — Ҫиччӗр пӗрне-пӗри! — терӗ пуҫлӑх. Лукашкӑна вара тӳсӗмлӗх ҫитменни асаплантарнӑ; вӑл ҫаплах «ак леш вӗлернипе пӗрле килнӗ абрексем каяҫҫӗ-каяҫҫех» тесе шутлать. Павел пусма тӑрӑх садалла анса, хыттӑн касса татнӑ: — Ну, ан тив, ҫӳретчӗр сан патна, анчах эпӗ урӑх нихӑҫан та килместӗп. Капштадт хули Капск заливӗнче таҫта шалта ларать. Хӗрарӑмсем пур ҫӗрте тӗрлӗрен ушкӑнсем пулаҫҫӗ те, пуяннисем пӗр ушкӑнра, чухӑннисем тепринче. Ҫав этем, ун шухӑшӗпе, ҫӳллӗ те ҫарамас пулнӑ, куҫӗсем унӑн Алӑпа туман Спасӑнни пек чармакланса тӑнӑ, сасси вара — лагерьти салтаксем калакан пӑхӑр труба пек кӗрленӗ. — Мӗн ятлӑ ҫак ҫӑлтӑр, ман савнӑскерӗм? — ыйтнӑ вӑл. Ҫавӑншӑн вӗсем ӑна, лешӗ ӳсӗр ҫывӑрнӑ чух, пӑвса пӑрахнӑ. — Элек? Аван пуҫланнӑ кун аванах вӗҫленессӗн туйӑнать. Пӳлӗне-пӳлӗне пырса хӗрлӗрех курӑнса выртакан вырӑнсемпе иртсе, отряд вунпилӗк миль кайрӗ, каҫ пуличчен тата Сноун хӗррине те ҫитессе шанма май пур. Унӑн хаяр шӑпи тӗлне килмест-и ҫав усал кайӑк? Юнлӑ йӗр хывӑнасса кӑна кӗтсе тӑрать-ҫке вӑл, вара сӗм-кӑвак инҫетрен ухӑ йӗппи пек тӑрӑнса аннӑ пулӗччӗ. Кондитерскинче Санина Джемма кӗтсе илчӗ, вӑл темӗскер каласшӑн пулчӗ пулас, — анчах пултараймарӗ. Анчах вӑл эп тӳрлетсе каланине хӑлхине чикмерӗ. Атте мана мӑйракаран тунӑ ҫӗмренпе вуникӗ ҫӗмрен йӗппи халалласа пачӗ. Ну, мӗн тӑвас тетӗн, Ольбинет, эсир мана пӗр стакан бисквитлӑ шерри парӑр, атту эпӗ пушӑ хырӑмпах кайса ӳкетӗп. Оленин ун аллине чӑмӑртарӗ те каясшӑн пулчӗ. Унӑн арӑмӗ, тарӑннӑн сывласа илсе, ҫапла хушса хурать: — Хитре мар, анчах та лайӑх! Пантелей ҫинчен куҫне илмесӗр тата вӑл халех калама пуҫлассинчен хӑранӑ пек пӑхса, Степка лавсем патне чупса кайрӗ; часах вӑл пысӑках мар йывӑҫ чашӑк йӑтса килчӗ те унта салӑ сӑтӑрма пуҫларӗ. Ӑна вара лайӑх йышши сӳсрен явнӑччӗ вӗт. Том вӗсене темӗн мӑкӑртатса ӑнлантарма хӑтланчӗ, анчах тӳррипе каласан, хӑй пытарса тӑнӑ япала ҫинчен каласа та ачасене нумаях чарса тӑрас ҫук пулӗ тесе хӑрарӗ вӑл. Ҫавӑнпа та вӑл ҫав япалана резерва, нимӗнле те май килмесен, чи юлашкинчен каламашкӑн перекетлесе хӑварнӑ иккен. Аркадий ун ҫине пӑхрӗ те пуҫне усрӗ. Корчагинӑн сылтӑм куҫӗ вут пек пӗҫерсе, чӑтма ҫук ыратма пуҫлать, унтан сулахай куҫӗ те ыратма тытӑнать. Пирӗн калаҫура каҫса каймалла мар темле килпетсӗр, тивӗҫсӗр хистӳлӗх палӑрчӗ… — Эпӗ — райком уполномоченнӑйӗ. Унтан кӗсйинчен чертежсемлӗ паҫӑрхи кӗнекине кӑларчӗ, геометри сас паллисен сассисене кӑтартма ыйтрӗ. Чуна вараланчӑк алӑсемпе тытни ытларах ыраттарать вӑл… Дамянчо вырӑнӗнче урӑххи пулнӑ пулсан, аптраса ӳкнӗ пулӗччӗ, анчах ку ун йышши мар, вӑл, темле чӑкӑлтӑш ыйтас-тӑвас пулсан та, питех хӑраса тӑмасть. — Эсӗ Наталие хӗнесе пӑхни ҫинчен тата хама ирсӗрле кӳрентерни ҫинчен аса илсессӗн, мана йӗрӗнмелле туйӑнса каять тесе вӑл кӑмӑллӑн кулса ячӗ. «О, ку кайран маттур полковник пулать!» тет ватӑ Тарас: «Тупата лайӑх полковник пулать, ахаль полковник пулмасть, батькона пиҫиххи хушшине чикекен полковник пулать!» А эпӗ санпала ҫылӑха кӗретӗп — ун валли, ӑна укҫа кирлӗ, вӑл — дворянин, лайӑх пурӑнма вӗренне, тет. — Атя, сволочь, пирӗн хыҫран! Автор тӗрлӗ тамашасем курни. Тӗттӗмрен пӑчӑ та чӗрӗ шӑршӑ, пушӑ пӳрт шӑрши йӑтӑнса тухрӗ, — Дегтярев хӑранипе алӑк патӗнчен каялла туртӑнсах илчӗ. Унтан темле хурлӑхлӑн юрлани илтӗнсе кайрӗ, тен, юрлани те марччӗ пуль ҫавӑ, йынӑшнӑ пекрех илтӗнсе тӑчӗ. Перчетке Карл Иванычӑн пулнине ӑнлантартӑм, Карл Иваныч хӑй мӗнле ҫын пулни, хӗрлӗ калпакне хывсан вӑл кулӑшла курӑнни, пӗррехинче симӗс бекешӑпа лаша ҫинчен ӳкни — тӳрех кӳленчӗке лекни т. ыт. Пирки те кӑштах тӑрӑхларах каласа патӑм. Ольховкӑра Андрее пурте хисепленӗ, терӗмӗр, ҫавӑн пекех ӑна хӗрсем те хисепленӗ. Вӑл епле витӗмлӗ калаҫни итлекенсене парӑнтарсах пычӗ пулас, майра та хӑйне хӑй вӑйсӑртарах пек туйрӗ, анчах ҫапах та пӑхӑнасшӑн пулмарӗ-ха. Бомбардировщиксем хӑйсем курӑнман. Вара вӑл хӑйне питех итлемен аллине йывӑррӑн ҫӗклерӗ те, пӳрнисемпе ывӑлӗн кӑтра ҫӳҫне ярса тытса, лӑска-лӑска, мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Ан итле ухмахсене, ан итле! Унтан, ывӑлне аяккалла тӗртсе ярса, хытӑ кӑшкӑрчӗ: — Кай. Брюнетка, пысӑк та типӗ куҫӗсене хӗсӗнтерсе, юрлакан ҫине пӑхмасӑр-тумасӑр:— Сан юррусӑрах кичем кунта… — тесе хунӑ. Ҫук, ку пире юрӑхлӑ япала мар! Вӗсем йӗсӗм ҫырлипе шӑлан плантацийӗ витӗр малалла сӗкӗнсех кӗреҫҫӗ, окопсем патнелле ҫывхарнӑ май е пытана-пытана тӑраҫҫӗ, е тата, хӑйсен енне пенине курсан, ҫӗрелле выртаҫҫӗ. Мӗскӗн амӑшӗ вӗсене курчӗ те, пӗр сӑмах та чӗнме пултараймарӗ, ун куҫӗсем куҫҫулӗпе тулса ларчӗҫ. Колхоз мӗн иккенне пӗлетпӗр эпир, ҫавӑнпа кӗретпӗр те унта. Кил хуҫи хӑпӑл-хапӑл тумланса ячӗ, пӗр шарламасӑр лампа ҫутрӗ. Ун патӗнчех ҫурӑлса кайнӑ бомба ҫулӑмӗ самантлӑха палуба ҫине купаласа хунӑ тинӗс курӑкне ҫутатса кӑтартрӗ, ҫак самантрах ҫӳлте икӗ ҫын тӑни курӑнса кайрӗ, пӑрахут ҫурса пынипе шур кӑпӑкланса, сирпӗнсе чупакан симӗсрех хумсем курӑнчӗҫ. Типшӗм вӑрӑм пӳрнисем яланах вылянса тӑраҫҫӗ, ҫаплах темӗн ҫинчен кала-кала лараҫҫӗ е темӗн ҫинчен ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ, тен, нимӗн тума пӗлмесӗр аптраҫҫӗ пулӗ. «Ват супнӑ, темле услапсене ертсе килнӗ», — терӗҫ пулӗ, тен, тата мӗн те пулсан япӑхраххине каларӗҫ-тӗр… Ҫӗнӗрен пынӑ батальона, пӑхса тухма, плаца йӗркелесе тӑратаҫҫӗ. Часах дивизи штабӗнчен темиҫе кавалерист юланутпа вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ. Обмундировани тата винтовкӑсем илнӗ хыҫҫӑн батальон пачах урӑхланса тӑрать. Ахӑрнех вӑл аван секретарьччӗ пуль, мӗншӗн тесен эпӗ шкула таврӑнсанах комсомол ячейкин пӗчӗкҫӗ пӳлӗмӗ чи интереслӗ вырӑн иккенне асӑрхарӑм. — Эпӗ сире юлма сӗннӗ пулӑттӑм, хӑвӑршӑн та, Дмитришӗн те, — терӗ княгиня, таҫта аяккалла пӑхса, — сирӗн вӑхӑтра туслӑх питӗ ырӑ япала. Кала, килетӗн-и ман пата? «Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна: — шыв леш енче халь кӑна кунта Казбич ҫӳретчӗ, эпир ӑна пӑшалпа петӗмӗр, ун тӗлнех пулатӑрччӗ вӗт эсир? Эсӗ ӳксе вилӗн те, манне мӑя касса татӗҫ: мӗншӗн вӗҫме ирӗк патӑн эс ӑна, ватӑ ухмах, тейӗҫ. (чунӗ тӑвӑлса килнӗ чух Иван Иванович пит витӗмлӗн калаҫать). Ҫак ултӑ утӑм урлӑшне ҫын хӑйӗн пурӑнӑҫне шеллемест пулсан ҫеҫ каҫма пултарать. Пӗр пӗчченех юлнине шанассӑм та килмест. Аллине хыттӑн чӑмӑртаса чуптурӑм та вӑл ман пӳрнесене майӗпен ҫеҫ чӑмӑртарӗ. Калаҫу татӑлчӗ. Ҫынсенчен ютшӑнса хам тӗллӗн пурӑннӑ ҫулталӑк хушшинче этем пурнӑҫӗн тӗллевӗ, малашнехи пурнӑҫ, чун вилӗмсӗрлӗхӗ ҫинчен пур-ҫук ыйтусем ман умма тухса тӑчӗҫ ӗнтӗ; манӑн ӑна-кӑна сахал чухлакан вӑйсӑр ӑсӑм пайтах ыйтусене пушкарма тӑрӑшрӗ, ҫав ыйтусене кӑларса тӑратасси этем ӑсӗ ҫитме пултаракан чи ҫӳлти пусӑм пулать, анчах вӑл ыйтусене этем татса пама пултараймасть. Губернатор вӑл, тӑванӑм, кирек хӑҫан та мӗне те пулин юрӑхлӑ пулать. Халӗ качакасем кунта анмаҫҫӗ, вӗсем унта, ҫӳлте, тусем ҫинче чупса ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен Бенжамин Ганнран хӑраҫҫӗ… — Питех шикленмеллескер! — тесе мӑкӑртатса илчӗ «хӑлхасӑр-чӗлхесӗр» испанец, ачасене шутсӑр тӗлӗнтерсе. Давыдов кепкине арча ҫинелле ывӑтрӗ, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. — Ара, ҫӑл шывӗ те нумай манӑн, Том мистер. Тӳррипех калатӑп, эпӗ нихҫан та ҫапла пурӑнма пултараяс ҫук. Эпӗ ӑна ҫав тери ӑста тыттартӑм… Вӗсем ҫине ҫав сехетрех тапӑнсан, аван пулӗччӗ. Малалла. Пӗлетӗр-и, мӗн ҫинчен каласа ӗнентерет вӑл мана? Хӗрарӑм асӑрхануллӑн тӗпелелле иртнӗ. Ҫав вӑхӑтра аялта кукамай шӑнкӑравӗн сасси илтӗнчӗ те Гаша хӑйӗн пӳлӗмӗнчен тухрӗ. Вӑл Воропаева мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те, ыталанӑ май. — Мӗншӗн эсир ӑна ман ҫинчен каласа патӑр? — Асту, ман атта ан ҫухат. Унтан… Эсир халь ҫӗнӗ ҫын ячӗсене, вырӑнсемпе ялсен ҫӗнӗ ячӗсене илтӗр. Малалла вӑйлӑ сиксе вӑрхӑнакан ҫак чӗрчунсен чуппинчен авантараххи нимӗн те ҫук. Тына пӑрӑва та эпӗ сире сыхласа хӑварас шутпах хамшӑн упыткӑлла патӑм. Вӑл чалӑш лартнӑ икона патнелле пӗшкӗнсе ларать, икона хӑмийӗ ун чӗрҫи ҫинче, варрийӗ сӗтел хӗррине тайӑнса тӑрать, ун ҫинҫе кисти тӗксӗм те ют сӑн-пите пит тӑрӑшсах ҫырать, вӑл хӑй те тӗксӗм те ютскер. — Ун пек ҫынӑн ӑмсанни ҫук, пӗлес килни кӑна… Вилнӗ ҫынна шел пулнӑ, анчах ӑна текех тӗл пулас ҫуккине туйма та кӑмӑллӑ пулнӑ; вӑл ӑна хӑйӗн паллӑ мар ыйтӑвӗсемпе, сӑмахсӑр асӑрхаттарнисемпе тата чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынна пурӑнма кансӗрлекен ытти пур япаласемпе те иккӗлентерме пӑрахнӑ. Анчах тепӗр ят та чирлӗ ҫын ҫӑварӗнчен час-часах туха-туха кайнӑ. Пӗрре вара ҫапла сӗнчӗ: — Тен, ун патне кайса саншӑн спасипӑ калас мар-и? — терӗ. Вара вӑл ҫаврӑнчӗ те, ҫӗлӗкне хӑяккӑн лартса, чӳрече патӗнчен мӑнаҫлӑн утса кайрӗ, бандура хӗлӗхӗсене хуллен ҫеҫ пӳрнисемпе тивреткелесе илчӗ. — Астӑвӑр, кӑна ӗнтӗ ҫулҫӳрев тесе калама юранӑ, — терӗ Паганель. Вунпӗр ретлипе эпӗ вунҫичӗ ретлипе акнӑ чухлех акас ҫук ӗнтӗ. Тахҫанах пӗр чиновник ячӗпе паспорт та хатӗрлесе хунӑ. Тӗлӗнмелле, эпӗ хам та ӑна малтанах темле господин вырӑнне хурса йышӑнтӑм. Ҫав вырӑнта турӑ ҫынни пурӑннине тӗтӗм тухнинчен ҫеҫ чухласа илме май пулнӑ. Ҫапах та, сӑмах-юмах ҫурҫӗрччен нумай малтан чарӑнса ларнӑ. Тем тесен те ку цирк лайӑхах, эпӗ ӑна урӑх ҫӗрте тӗл пулсан, тепре кайса куратӑпах. — Ку йӗре пӑрахас пулсан, пит те кӳренмелле, анчах манӑн вӑхӑт сахал. Анчах ман атте хӑй те ухмах мар. Говэн хӑйӗнчен хӑй ыйтса тӗпчерӗ. Ку шухӑша пурнӑҫлани ӑна хӑйӗн урисене ҫӑмӑллӑн хускатма хӑнӑхтарассине пулӑшма пултарнӑ. Ха, мӗн калаҫатӑп-ха эпӗ! — Анчах та эпӗ уншӑн совет лётчикӗ. — Сана шыври чӗннӗ вӗт, Павлуш. Манӑн ята ҫак карап ҫинче эсир кӑна пӗлетӗр. Комендант уряднике ҫав самантрах тытса хуптарса, ун патне хурал тӑратать; ун вырӑнне уряднике Юлая лартать. Каҫпа Каи-Куму сӑртсен тӑрнашкисем пуҫланакан ҫыран хӗрринче чарӑнма хушрӗ. Ӑна ытларах юрататӑр пулсан, унпа юлӑр. Яланах хаҫатсенчи статьясемпе, халь ҫеҫ вуласа тухнӑ кӗнекесемпе тата хулапа университет пурӑнӑҫӗнчи ӗҫсемпе ҫуйханса кайнӑскерсем, вӗсем каҫ-каҫ Хусанӑн пур урамӗсенчен те Деренков лавкине хӗрӳллӗн тавлашма тата кӗтессенче пӑшӑлтатма пухӑнаҫҫӗ. Пирӗн ҫуртра, Сегал хваттерӗнче пурӑнать. Анчах Тимур хыҫӗнченех Ольгӑпа Женя кӗрсе тӑчӗҫ. Ҫил темшӗн савӑннӑ пек ҫавӑрттарчӗ, енчен енне ыткӑнчӗ, — амӑшӗ патне татӑкӑн-татӑкӑн, пӑтравлӑн кӑшкӑрнӑ, шӑхӑртнӑ сасӑсене илсе ҫитерчӗ… Вӗсем йӗвен е йӗнер мӗн иккенне ӑнланмаҫҫӗ, хӑйсем вара мана та, пӗр-пӗрне те ҫав тери юратса килӗштереҫҫӗ. Иконинӑннипе пӗрле ман ят тухсан, мундирӑн хыҫалти аркине туртса тӳрлетрӗм те экзамен сӗтелӗ патне акӑш-макӑш лӑпкӑ кӑмӑлпа пырса тӑтӑм. Ҫамрӑк профессор, шӑпах вӗренме кӗнӗ чухнехи экзамента пулни, мана тӳрех куҫран пӑхса илсен тата почта хучӗ ҫине ҫырнӑ билетсене хам хуллен кӑна тӗкӗнсен, ман ҫурӑм тӑрӑх ҫӳҫентерӳллӗ сулхӑн сӑрӑлтатса иртрӗ. Машкулере республиканецсене ним хӑвармиччен, кашни кунах вӑтӑршар ҫын вӗлерсе тӑнӑ. Ҫакӑ шӑпах пилӗк эрне хушши пынӑ. Пӑхма та ырӑ мар, шеремет шульӑкӗсене шеллес килсе кайрӗ; нихҫан та хаярпа асӑнам мар ҫапах та вӗсене терӗм вара хама хам. Ҫӗр айӗнчен асӑрханмасӑр тухма хӑрушӑ пулнӑ: тухакан ҫын республика отрячӗсен ури айне лекме пултарнӑ. — Миҫе уйӑхлӑха ҫавӑн пек хисеплени? Давыдов Ҫӑрттана пирвайхи хут ҫавнашкал пӗтерсе хумалла хисеплӗн каларӗ, ҫавӑнпа Ҫӑрттан мучи пачах йӗркерен тухрӗ пулмалла. Май килмест-ҫке-ха? — Эсӗ мана малтан ун пек каламарӑн-ҫке, — терӗ Пугачев, пит-куҫне тӗксӗмлентеререх. Ҫуранӗ пысӑках мар. Чӗрӗ ҫынна кирек хӑш масар та, кирек хӑҫан та хурлантарать, анчах тем териех хытӑ хурлантаракан туйӑм вӑл унта ҫуркунне пуҫламӑшӗнче те тарӑн кӗр кунӗсенче пулать. Огнянов тарӑхса итлерӗ вӗсен сӑмахне. Эпӗ сана сутмастӑп, ҫийӗнчен тата пулӑшма та пултаратӑп. Хӑйӗн мӗнпур туйӑмне, хӑйӗнче вӑранакан талант вӑйне сасартӑках пӗлсе ҫитнӗ каҫранпа тулашри тӗнчен тӗттӗм те тӗлли-паллисӗр инҫетлӗхӗ ҫине вӑл хӑюллӑрах пӑхма пуҫларӗ. Ҫапса антарнӑ «фоккана» ҫӗре ҫити ӑсатма та кирлӗ марччӗ… — Мӗнле ҫынсем кӗрте пуҫланӑ ху патна, ӑҫта илсе ҫитерӗ ку япала сана? Сехре хӑпса тухнипе ниепле те сывлӑша ҫавӑрса яраймастӑп! Хваттере кайнӑ чухне Половцев тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ чекиста лӑпкӑн ӑнлантарса пынӑ: — Мӗнле хӑратма шутларӑн-ха эс мана, айван этем? — Ну… тата та нумайрах пулать… Каҫхине сакӑр сехет. Куҫран тӗртсен те нимӗн те курӑнмасть. Ҫул ҫине каймалли вӑхӑт ҫитрӗ. Эпӗ, тӗслӗхрен, ҫар службине кураймастӑп, хам вара службӑра тӑратӑп. Ӳсӗр проститутка курӑнса кайӗ, икӗ ҫын вӑрланӑ япаласен ҫыххине йӑтса иртӗҫ, выҫӑ ачасем рота кухнине ӑмсанса пӑхса ирттерсе ярӗҫ. Хӗрарӑм ушкӑнӗнчен сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ: — Мӗн тумалла-ши, Кузьмич? Эпир виҫӗ ҫул хушши Бразилире пурӑнтӑмӑр, унтан Рио патнелле анса, 1841 ҫулхи ҫулла Парижа таврӑнтӑмӑр. — Мӗне-е-е? Ну-ка, кӑтартӑр — мӗскер вӑл. — Авӑ, еплескер эсир! — терӗ Власова. Кӑмӑлӑм тӑраниччен ӗҫсен, пӗр минутран кӑшкӑрса ятӑм:— Ку шыв тимӗр тути калать-ҫке! — терӗм. Пуриншӗн те тӳленӗ, пурне те пуҫтарса хунӑ. Хӑравран хӑрушӑраххи — ӑна, ҫав сасса шеллени. Вӑл ҫакна лайӑх асӑрханӑ: июлӗн пӗрремӗш кунӗ умӗн, урӑхла каласан, июнь уйӑхӗ пӗтнӗ вӑхӑтра пӗр ту тӑрринчен Скартарис тӑрринчен, ӳкекен мӗлке шӑпах ҫав кратер ҫине пырса ӳкет, вӑл ҫакна документра палӑртса хунӑ та. Инҫетри ҫӗршывсене ҫул ҫӳрени ҫынсене Ҫӗр ҫинчен лайӑхрах пӗлме май панӑ. Е япӑх тӗлӗк ҫеҫ-им ку?» Ӑна ҫыран хӗрне пӑрахса хӑвараҫҫӗ те, унти пӗр ҫын тытса фермера кайса парать. Хӗрсе кайнӑ, пурте хӗрхеннипе хавхаланнӑ артистка, хӑй куҫӗсенче юри тунӑ хаваслӑхпа чӑн-чӑнах тертленнине палӑртса, кӗтмен ҫӗртен ҫывхарса килнӗ хӑрушӑ вилӗм умӗн пӗлӗт ҫине те илтӗнмелле кӗлтума тытӑнсан, унӑн Lascia mi vivere… morir si qiovane (пурӑнма пар мана… ҫакӑн пекех ҫамрӑк пулса вилме пар!) тенӗ сӑмахӗсене каларӗ те, пӗтӗм театр урса кайнӑ пек алӑ ҫупнипе, хӑвхалануллӑн кӑшкӑрнипе тулса ларчӗ. Судья, Том пуҫӗ ҫине аллине хурса, ӑна аван ача терӗ, тата: «Эсӗ мӗн ятлӑ?» — тесе ыйтрӗ. Анчах вӗсем ҫав каҫхине килмерӗҫ, вара ирхине — хӑй хӑранинчен тӑрӑхлама пултарассине сирес тесе — амӑшӗ хӑйӗнчен хӑй кулма тытӑнчӗ: «Хӑрушлӑх ҫитичченех хӑрарӑм!» — Ҫук, Роберт, ҫук, — терӗ Мэри Грант. — Ҫак ырӑ ҫынсем пирӗншӗн мӗн тунисене эпир пурне те тӳр кӑмӑлпа йышӑнӑпӑр, ӑна ӗмӗр-ӗмӗр астуса тӑрса, вӗсене хамӑр кун-ҫул вӗҫне ҫитичченех ырӑ сунса пурӑнӑпӑр… А халӗ кайӑпӑр. — Эпӗ халь те кӗтетӗп ӗнтӗ! — терӗ вӑрӑм ҫын лӑпкӑн. Утӑ лавне турттарса килчӗҫ, вара казаксем, унпа пытанса, ӑна хӑйсен умӗнче тӗртсе пыма пуҫларӗҫ. Анчах ку вӑл ҫав тери тунсӑхлаттаракан япала, амӑшӗ вара куллен-кун чӗнмесӗр, кулянса ҫӳреме пуҫланӑ. Пӗр минут та ан тӑр! Анчах Дик Сэнд пурнӑҫпа сывпуллашма хатӗрленнӗ хушӑра ун чӗринче вӑйсӑр ҫутӑ, шанчӑк ҫути чӗрӗлчӗ, вӑл, хальхи усал саманта пӑхмасӑрах, куҫа шартакан ҫутӑ пулса тӑма пултарать. Фома, православнӑй христиансемшӗн эрехне ан шелле!» тесе кӑшкӑрать. Астӑватӑп-ха, пӗррехинче, вӑтӑр ҫулсем каялла, тен, ытларах та пулать-и, Моршанскран эп купса лартса килнӗччӗ. Ҫак сӑмахсене Артур, темӗскерле, урӑхла, хӑрушӑ сасӑпа, тытӑнчӑклӑн каларӗ. Ҫухӑрашусем сывлӑша ҫурнӑ, ҫынсем аллисемпе хӑлаҫланса сиккелесе ҫӳренӗ, пӗр Сашӑн яштак пӗвӗ анчах хускавсӑр, чӗмсӗр тӑнӑ. — Эпӗ санран кукӑль илсе пама ыйтрӑм, — тепӗр хут каларӗ анне, аллине тӑсса. Ҫавӑн чухнехи пекех сӑмсана ҫурса ҫапакан юн шӑрши унӑн ӑшне пӑтратса ячӗ, вӑл сулӑнсах кайрӗ. Вӑл унӑн хӑмӑр вуаль айӗнчен пӑхакан куҫӗсене палласа илчӗ. — Хӗрарӑм мар, «фордаон» трактор! — тӗлӗнсе каларӗ Дубцов, ҫывӑхра ярӑнса иртекен стрепке ҫине вӑрттӑн пӑхкаласа. Куҫне час-час мӑчлаттарса, вӑл тутӑр вӗҫӗпе сӑмсине шӑлкаларӗ. Вӗсене тата акӑ мӗн интереслентерет: украинец-и вӑл е узбек, вырӑс пулсан — юн тӑрӑх-и е паспорт тӑрӑх кӑна, пурлӑхӗ пур-и тата ҫемьи мӗнле. — Юнкун. Зебӑн хитрелетсе каланӑ сӑмахне хирӗҫ ахӑл-ахӑл кулса янипе ответлерӗҫ, кунта вара хӗрарӑм сассисем кӑшт кӑна илтӗнкеленӗ. Куратӑн-и, вырӑнтан мӗнле сиксе ӳкрӗ вӑл? Нимӗн те тӑваймасть. Сан пеккисене кӑна куркаланӑ эпӗ, хам урлӑ та ывӑткаланӑ!.. Ак вӑл пурнӑҫ, аҫа ҫапасшӗ! Тен, эпӗ чӑн-чӑн юратӑва тивӗҫместӗп те пулӗ, анчах ӗҫӗ унра мар. Халӗ акӑ, кунта, ҫак кичем крепоҫра, эпӗ час-часах иртнине аса илнӗ май хамран хам: мӗншӗн эпӗ ӑраскал хам уҫса панӑ ҫул ҫине тӑрасшӑн пулмарӑм-ши тесе тӗпчетӗп: унта мана тӳлек савӑнӑҫ та ӑшри канӑҫлӑх кӗтетчӗ-ҫке… Карчӑксем тесен, чиркӳре пӗр-пӗринпе тӗл пулсан та: «Гена, каҫхине «Геновева» курма каятна?» — тесе ыйтаҫҫӗ. — Вӗлерсен те ачана пӑрахмастӑп! — терӗ мелник шӑппӑн та татӑклӑн. — Эсӗ Апторповсем ҫинчен каласшӑн мар-и? Ҫакӑ ҫеҫ аван мар: эпир ачасем пек тӗрмешнине стрепке курчӗ, мӗн шутлӗ вӑл пирӗн ҫинчен? — Каялла таврӑнасси-и? Эпӗ ӑна аллинчен туртрӑм та вӑл тӳрленсе тӑчӗ, пӳлӗме кӗрсен вара пичӗ улшӑнсах ҫитрӗ унӑн, пӗр тикӗс те хускалми пулса тӑчӗ, хӑрах куҫӗ ҫеҫ кӑшт чалӑштарса пӑхать. Интересленмен! Чартков картинисенче ӗнтӗ чи кирлӗ паха енсем те пулмарӗҫ, ҫав вӑхӑтрах вӗсене ҫынсем мухтарӗҫ, картинӑсене ӑнланакансемпе художниксем ҫеҫ унӑн юлашки картинисене курсан вӗсем начарринчен тӗлӗнсе тӑчӗҫ. Ку ҫынсене тискеррӗн пусмаллин палли пулчӗ. «Ҫавӑн пек Езоп ӗнтӗ», — терӗ вӑл сӑмах май, — «пур ҫӗрте те хӑй ухмахне кӑтартрӗ; пурӑнӗ-пурӑнӗ те, акӑ, айваннипех вилсе выртӗ». Ку ӗҫе тума укҫа, паспорт кирлӗ… Ҫаксем пурте, пӗр ҫӗре пӑтрашӑнса, тапса тӑракан кӑмӑл пулнӑ, кӑкӑра пӗҫертсе тӑнӑ, вӗсен вӑйне пула, Фома пӳлӗне-пӳлӗне кайнӑ, куҫӗсем ҫине куҫҫуль персе тухнӑ, вара ун кӑшкӑрас, сивкайӑк пек ахӑрас, ҫынсене хӑратас килнӗ, вӗсен тӗлсӗр айкашӑвне чарас, пурнӑҫ шавӗпе хӗвӗшӳ валли мӗн те пулсан хӑйӗнне парас, янӑравлӑ, ҫирӗп сӑмахсем калас, пурне те пӗр йӗрпе — хальхин пек пӗр-пӗрне хирӗҫ мар — ҫул кӑтартса ярас килнӗ. Тӗрӗссине каласан, лекки аттенччӗ, хуҫӑлнӑ пирки атте ӑна мана панӑччӗ. Анчах та парпа ӗҫлекен машина унӑн тӗп вӑйӗ те чи кирли пулса тӑрать. Тельмарш картишӗнчен тухса кайма хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ, анчах ӑнсӑртран пушартан сыхланса юлнӑ лутра хӳме ҫине пӑхса илчӗ те, ун стени леш енчен тӑватӑ ура курӑнса выртнине асӑрхарӗ. Пӗр вӑхӑтрах халӑх хушшинче кӑшкӑрнисем янӑраса каяҫҫӗ. Балкон ҫинчи ҫуйхашу лӑпланчӗ. Спайдер унӑн аслӑ секунданчӗ пулнӑ. Эпӗ ун ҫине пӑхма тытӑнтӑм. Вӑл юн — унӑн юнӗ, ӑна унӑн шӑнӑрӗ-тымарӗсенчен ӗмсе илнӗ, вӑл — унӑн хуҫи. Тухтӑр ҫук. Хӑй тытӑнса тӑма пултарайманнине йышӑнма аван мар пулчӗ ӑна, анчах вӑл вӑтанса тӑмарӗ, кӑмӑлӗ ҫакна хирӗҫленине пӑхмасӑрах:— Чӑннипе илсен, эпӗ кӑлӑхах кӑшкӑртӑм, — терӗ, — ку енӗпе эсӗ тӗрӗс калатӑн, Устин! Кирлӗ-и? Манӑн ӗлӗк ватӑ смоковница хӑвӑлӗнче кил пекки пулнӑччӗ. «Мӗн кирлӗ сире, батюшка?» тесе ыйтрӗ карчӑк, хӑй ӗҫне пӑрахмасӑрах. Хӑвӑртрах, Морис, хӑвӑртрах тар! Кӗл ҫути вӑл Уйӑх ҫине Ҫӗр ҫинчен пынипе пулать. Ҫав вӑхӑтра ӗнтӗ Гаррис сутӑнчӑк килсе тухрӗ, вара Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ ерипен улшӑнчӗ. — Ҫавӑн пек пулмасӑр; эпӗ те, ун пекех, пӗтӗмпе хам аллӑмпа хыпашласа пӑхмасӑр шанмастӑп. Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн, леш-сем ӑна тытса чарнине сисрӗм те, лашана каялла ҫавӑрса, ӑна ҫӑлма кайрӑм. — Атте те, анне те, йӑмӑк та… — тетӗп эпӗ, хам каллех нӑшӑкласа илетӗп. Кам патшана хирӗҫ пырать, ҫавна «политика» теҫҫӗ. — Тем тумаллаччӗ-ха сирӗнпе… — Мӗн эсӗ, ухмаха, — тӗлӗнетчӗ Ефимушка. Которого убивши сила поганьская и того Юрка посекла нечестно, обычаем своей поганьской веры не маючи зваги на калецтво и великий талент до складу песенного и до гры струннои, од якои даже и волцы на степу размягчиться могли б, но поганьцы не пошановали в ночном нападе. — Нихӑҫан та капла ӗҫсе сӳремен эпӗ, — тенӗ вӑл. Ҫав самантра алӑкӑн тепӗр енче тем чӑшӑлтатрӗ. Такам ҫӑраҫҫипе уҫнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Deux zeuh'ommes somme ca due si lattono — реrche? — Малалла вулама хуш, — терӗ Савельич лӑпкӑ сасӑпа. Кунсӑр пуҫне ҫав ҫемьери ҫынсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнманни сисӗнетчӗ. Ҫук, текех ҫырас мар. Ирхи пек мар халь, сивӗрех; анчах таврара ҫав тери шӑп, ура айӗнче юр кӑчӑртатни ҫур ҫухрӑмран илтӗнет. Тунсӑхласа ҫитрӗм, те эпӗ калле таврӑнтӑм. — Ӗҫ-пуҫ пирӗн чаплах мар. — Мӗнле «мӗншӗн» пултӑр? Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан та. Ара, ҫакӑн пек хӗрарӑма пӗрре курнӑ хыҫҫӑн манма пулать-и вара? Анчах Долинник, Долинник… Аллине алӑк шӑтӑкӗ витӗр асӑрхануллӑн чикет савнийӗ. Ҫавӑнпа вӑл мана сире ҫав тери йӳнӗ хакпа пачӗ. Ҫапах та мӗнле те пулин апат тупмаллах. Эпӗ сирӗн бухтӑна хӗвелтухӑҫ енче уҫӑ тинӗсрен уйӑрса тӑракан хӑйӑрлӑ кукӑра кайма, унта ӗнер каҫхине хам асӑрханӑ шурӑ скалана шыраса тупма, унтан Бен Ганн хӑйӗн киммине чӑннипех ҫавӑнта пытарнине пӑхма шутларӑм. Пулма тивӗҫ! Вӑл ялтан тухрӗ. Кун ҫинчен никам та пӗлеймест. Лукашка, ҫак вӑхӑтра унпа хӗр хушшинче калаҫупа ҫыхӑнман темӗнле хӑйне уйрӑм ӗҫ пулса иртнӗ пек, куҫӗсене йӑл-йӑл култарса вылятса тӑчӗ. Калаҫмасӑр тӑмашкӑн питӗ кансӗрччӗ вара, мӗншӗн тесен Сивцев-Вражека каҫ сиктермесӗр Катя кукамӑшӗ пыра-пыра каятчӗ. Мӗн тума? Виктор тротуар тӑрӑх хӑвӑрт утса кайрӗ. Джемма ун ҫине кӳренерех пӑхрӗ. Эпир иксӗмӗр те темле ирсӗр, ултавлӑ та вараланчӑк вӑйӑ, темле йӗрӗнчӗк юрату фарсне вылянӑ. Вӑл мана пӗччен кӑларса ямастӑп терӗ, пӗр сехетрен е сехет ҫурӑран унӑн упӑшки килмелле-мӗн, вӑл мана ӑсатса ярать. Уйрӑмӑнах мана ҫӑл шывӗ савӑнтарчӗ. — Эпӗ сана ҫакна та калама тивӗҫ: ӗҫе чи лайӑх пӗлекен ҫынсем те ман пекех шухӑшлаҫҫӗ. Вӗсене кашнинех негр пӑхса тӑрать, Бакӑн та негр пур. Пирвайхи хут пысӑк хӑвӑртлӑхпа тапӑнчӗҫ пулсан, иккӗмӗшӗнче вара асӑрханса, пурне те малтанах шута илсе тухрӗҫ. Ҫак чарусӑр юланутлӑ хӗрарӑм хӑйсене ҫур сехет малтанрах ҫеҫ ҫул кӑтартса янӑ хӗрарӑм пулнине пур те палласа илнӗ. Ҫавсенчен вӑл хальхинче пӗрне те тумарӗ. Пӗрисем фронтран, теприсем фронталла… Фронтран аманса сусӑрланса пӗтнӗ ҫынсем килеҫҫӗ, фронталла ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пӗр тӗслӗ кӑвак шинель тӑхӑннӑ ҫӗнӗ ҫынсем каяҫҫӗ. — Маттур! — кӑшкӑрашнӑ вӑл, мӗнле те пулин уйрӑм фразӑна тытса. Ихошка куҫӗсене тартрӗ те сывласа кӑларчӗ. Унтан часах каҫ пулчӗ. Лешӗ вара, килхуҫи пирусне тивертсе парсан, ӑна вӗрентсе ҫапла каларӗ: Санӑн, хӑвна ырӑ тунӑшӑн, сӑмахран, шӑрпӑк чӗртсе панӑшӑн тав тумалла. Ну, пулсам манпа уҫҫӑнрах, эпӗ сана никама та тытса парас ҫук: ҫакӑ вӗт йӑлтах — пӑлахая пени ҫеҫ, ҫынсене мӗнле те пулин минретес тени, ҫапла мар-и? Плащ-палаткӑна уҫса, чӳречерен хӗрарӑм пӑхрӗ те ҫавӑнтах каялла пытанчӗ. Картах сиксе илсе, Артамонов дворникӗн хурал пӳрчӗн лутра алӑкне уҫрӗ те, алӑк умӗнчех тӑрса:— Кам вӗлерчӗ йытта? — тесе ыйтрӗ. «Хӗрарӑмсене моряк профессине йышӑнма ирӗк паманни моряксене, хӑйсен ҫыран хӗрринче юлакан ҫемйисенчен уйрӑлса кайнӑскерсене, нумай сиен кӳрет. Пулас вӑхӑтра карап борчӗ ҫинче хӗрарӑм-механика, хӗрарӑм-штурмана, хӗрарӑм-капитана куратӑп» тесе ӗнентерет капитан. — Тӗлӗнтермӗш халӑх! — терӗ Андрей. Аслӑ поэт, ҫӑвӑннӑ тейӗн, йӑлтах ҫу ӑшӗнчеччӗ, умӗнче ҫунакан ҫуртаран ун сӑмси, хулӑн тутипе шӑнӑрлӑ мӑйӗ ҫине йӑлтӑрти яка пӑнчӑсем ӳке-ӳке тӑратчӗҫ. Хам кайиччен сан пата тепӗр хут та кӗрсе тухма пулмӗ-и-ха, тетӗп». — Вӑл шӑнса хытман, ҫӑлса хӑваратпӑрах ӑна. Сухаллӑ купецсем, хулӑн ҫуса лартнӑ юра йывӑр урисемпе мӑнаҫлан та чыслӑн таптаса, самӑр та тӗреклӗ пуп таврашӗсем хыҫҫӑн вӑкӑр кӗтӗвӗ пек утнӑ; вӗсем турӑшсем, хоругвисем йӑтса пынӑ; хулари мӗнпур чиркӳсен пӗрлештернӗ хорӗ хыттӑн, ӗнентерӳллӗн юрланӑ: — «Спаси гоосподи, люди твоя-а…» — Эсир вӑл сирӗнтен тарса ҫӳретчӗ тетӗр, — терӗ вӑл сиввӗн кулса: — анчах вӑл сире юратса кайнине эсир пӗлмесӗр юлмарӑр пуль вӗт? Саклат хума хатӗр: пукравра пан голова ҫул тӑрӑх утнӑ чух урлӑ-пирлӗ пускаласа клентӗрсем тӑватех ӗнтӗ». Пӗрре вӑл пире акӑ мӗн каласа пачӗ: тахҫан авал Грецире хӑйсене хӑйсем пит нумай пӗлекен ҫынсем тесе шутлакан учӗнӑйсем пулнӑ, философсем тенӗ вӗсене. Мӗнле ҫӗршыв пулать ку, — тесе ҫухӑраҫҫӗ вӗсем, — на каком таком основании пурӑнать вӑл (пурте кулаҫҫӗ), ӑна 1917-мӗш ҫулӑн октябрӗнче уҫнӑ пулсан, мӗн тума ӑна каялла хупма юрамасть, унӑн шӑрши те ан юлтӑр? Мӗншӗн эсир апла тӑвасшӑн мар? — чӗререн кӑшкӑрса каланӑ Фома. — Эпӗ ячейка секретарӗ, ку акӑ — колхоз председателӗ. Ҫапла курма пултарни мана хама та ирсӗр, хамшӑн хам та йӗрӗнӗҫлӗ пулса каятӑп эпӗ… Мӗн кирлӗ ӑна? Чӑнах та кусем иртӗхсе кайнӑ пуян та аскӑн хӗрарӑмсен хӑтланӑвӗсем-ши? Эпӗ хамӑн юлташ ҫухалассине куратӑп, ку ӗнтӗ Людмила пирки пулас пек туйӑнатчӗ мана. Мӗскӗн выльӑхсем чулсем ҫинче ӳсекен начар мӑксемпе, пит тутах мар тинӗс курӑкӗсемпе тӑранкаласа, тепӗр ирхине хӑйсемех тавӑрӑнмалла та, каллех ҫула каймалла. Унтан каллех пӑшалсем пени шатӑртатать. Ҫапла, манӑн канаша итленӗ пулсан, негрсем килӗнчех юлатчӗҫ, эпир кунта пулмастӑмӑр. Тӗмерен иртнӗ, унтан тата пӗр ҫирӗм чалӑш кайнӑ, тӑваттӑмӗш маякӗ пулман, вӑрманӗ те пулман. Апла пулсан, тӑхта, тӑванӑм, салтӑн! — терӗ те Озеров, салтаксем ҫинелле пӑхрӗ. Яхно комиссарӑн сӑн-питӗнче мӗн палӑрнине куҫпа курма хӗн, анчах, апла пулин те, вӑл ҫирӗп шухӑш-кӑмӑллӑ та хаваслӑ иккенӗ сисӗнет. — Каях, юратнӑ Аксель, кай, — терӗ вӑл мана, — эсӗ халӗ мана, хӑвӑн юратнӑ хӗрне пӑрахса каятӑн, каялла тавӑрӑнсан эпӗ санӑн арӑму пулӑп, — терӗ. Ҫамрӑксен ушкӑнӗ шӑпӑртах пулчӗ, ҫакӑ вара пурте темшӗн тӗлӗнсе шикленсе ӳкнине палӑртрӗ; пурте ҫакна тӗтреллӗреххӗн туйса илчӗҫ: калаҫу ытла шала, уйрӑм ҫын ҫине куҫрӗ, темех мар сӑмаха пулах таҫта хытӑ карӑнтарнӑ вичкӗн туйӑмлӑ хӗлӗх янӑраса кайрӗ… Порфирий Платоныч килчӗ, тӗрлӗрен анекдотсем каласа пачӗ; вӑл халь анчах хуларан тавӑрӑннӑ мӗн. Тӗрӗксем килеҫҫӗ!.. — Вулама хушман кӗнекесене вуламан-и? Святой ҫынсем кунта та пулнӑ имӗш, кунта та вӑрҫӑсемпе инкекрен тата тӗрлӗ аскӑн ӗҫрен тарса, пытанса пурӑннӑ имӗш. Сана, йӗкӗтӗм, тем каласан та, ҫынсене витӗр пӗлме вӗренсен пӗрре те пӑсмӗччӗ, — хӑшӗ мӗнле?.. Тавралӑх шӑпланчӗ, каҫ тӗттӗмӗ ҫывхарса килчӗ, ҫын сассисем ҫемҫереххӗн янӑрама пуҫларӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах унпа юнашар тӑракан курпунлӑ хӑрахкуҫ Павлин Гущин, нумаях пулмасть хӑйӗн ҫурма ӑслӑ тӑванӗн ачисене ҫаратса ыйткалама кӑларса янӑскер, пӗртен-пӗр куҫӗпе салхуллӑ пӗлӗт ҫине пӑха-пӑха, каҫса кайсах кӗлӗ пӑшӑлтатнӑ: — Эй, ту-урӑ! Пароход хуллен пристаньтен тапранса карӗ. «Ҫапла, вӗлернӗ. Ларсанах ҫурӑм шӑмми ыратма тытӑнчӗ. Сӑмала шӑрши сӑмсана ҫурать. Намӑссӑр! — тесе мӑкӑртатса вӑрҫса илчӗ. — Хӗвре мӗн шӑнкӑртатать, терӗн-и? — терӗ урядник, ним именмесӗр. «Миҫе хут ӗнтӗ эпӗ ҫапла асапланман-ши, — терӗм эпӗ ӑшра (унччен епле кӗвӗҫнисене аса илтӗм), — анчах юлашкинчен каллех пӗтӗмпех ӗлӗкхиллех юлнӑ. Ӑнать те вӗт ҫынсен пурнӑҫӗ, хамӑн та ӑмсанас килет! Турра тата аҫуна сума су! — Ҫапла, — терӗ Паганель, — анчах, шанатӑп эпӗ, вӑл юлашки ҫӗр пулӗ тетӗп. — Нумайӑшӗ. — Ҫу-ук, — лапкӑн ҫеҫ хирӗҫ тавӑрчӗ Юргин. — Наташа! — Сирӗн, Леночка, ура ҫине ҫирӗпрех тӑрас килмест-и: хӑвӑрӑн сад, икӗ чӑхӑ, мӗнле те пулин йытӑ пултӑр?.. Пӑртакран тинӗс пачах лӑпланчӗ, парӑссем те усӑнчӗҫ, ҫӳлӗ рубка ҫинче тӑракан капитан шӑхличӗпе шӑхӑртсан, матроссем парӑссене пуҫтарма пикенчӗҫ. Марсиансем пуҫӗсене хӑраса сӗлтеҫҫӗ. Ҫарта ҫавнашкал икӗ ят пур — хутлӑхри ятсем — батальонпа бригада командирӗсен: ку начальниксен вырӑнӗ яланах чи ӳрӗк-сӳрӗкли те нимӗнле ӗҫсӗр. Кӗске вӑхӑтрах вӑл оборона рубежне тӗреклетес тӗлӗшпе темӗн чухлӗ пысӑк ӗҫ те вак-тӗвек ӗҫсем тума ӗлкернӗ, — ҫав ӗҫсем вара, пӗр-пӗринпе таччӑн пӗтӗҫнӗ хыҫҫӑн, пулас ҫӗнтерӳн никӗсӗ пулса тӑмалла. Ҫавӑн ҫинчен ҫырнӑ та ӗнтӗ Гоголь хӑйӗн ытарайми «Чуден Днепр»-не… — Ӑнсӑртран пӗлейместӗр-ши эсир, сирӗн буксирӑр революциччен те «Лебедин» ятлах пулнӑ-ши? Эпӗ ун патне упаленсе пыратӑп. Ыйтса тӗпченӗ хыҫҫӑн рота каллех сарӑлчӑк стройпа йӗркеленсе тӑчӗ. Вӑхӑтлӑха килӗшнипе усӑ курса тата кӑштах ун йӗркине пӑсса, вӑл хӑрамасӑрах канавӑн чӑнкӑ хӗррине пырса тӑнӑ, — унтан библиотекӑн шал енӗ курӑнать. Ӑна вӗсем ҫичӗ ҫул хушши турӗҫ; ӗҫ вӑраххӑн пынӑшӑн Алексей айӑплӑ пулнӑ. Пирӗн иксӗмӗрӗн те тӑхтамалла. — Каях! Курӗҫ тата! — терӗ вӑл. — Ларӑр! Эпӗ унпа калаҫма тытӑнтӑм. Чи аталанса ҫитнӗ выльӑх йӑхӗн — этемлӗх йӑхӗн — ытти выльӑхсемпе кӗрешсе пӗтес мар тесен, вӗлле хурчӗсем пек пӗрлӗхлӗ пулмалла; унӑн пӗр вӗҫсӗр ӗрчеме юрамасть. Пӗр хӗрарӑм ҫинчен Катя питӗ мухтанса калакалатчӗ те вӑл кансӗрлес пирки Петя тирӗс пымастчӗ пулас. — Э-э, ку эсир-и, старик? Ҫывӑрса кайнӑ чух вӑл куҫхаршисене ҫӗклетчӗ те, унӑн сӑнӗ тӗлӗнмелле улшӑнса каятчӗ, темрен йӗрӗнерех кулнӑ пек пулатчӗ. — Йӗнер, ешӗк, ҫил-тӑман, ӗҫеҫҫӗ, Абрам, — терӗм эпӗ, куҫҫулӗме ҫӑтса. — Ну, унӑн сӑмаххисене эпӗ ӑнланма тӑрӑшман, сӑмахсем тӗлӗшӗнчен эпӗ хам та ытлашшипех пуян. Мӗн эсир тахҫантанпах курӑнмастӑр? Унсӑр пуҫне питӗ вӑйлӑ взрыв пулнӑ: ҫӗр чӗтреннипе унӑн сасси Вӑтам Европӑна ҫитнӗ. Юлашкинчен Иохим: — Ото ж як гарно… Шавлӑ демонстрацисенче Павел мӗн пурӗ те пӗр большевикӑн сӑмахӗсене ҫеҫ итленӗ. Вӑл Долинник пулнӑ. — Ҫук, майра-патша, эсӗ ҫеҫ кирлӗ мана… Федор чӑмӑрне лашт ячӗ. Майор шухӑшӗпе Грант капитан шӑпи ҫинчен темӗнле вӑрттӑн шухӑшсем тытакан географ та пӗтӗмӗшпех килӗшет. Кӑмӑлӑм тем тери вӑйлӑ туртӑнсан та, эпӗ вӗсемпе ҫывӑхланма пачах пултараймарӑм. Пирӗн ӑнланусем ним енчен те пӗр пек мар. — Унта мӗнле каймалла? «Ют ӗҫкӗри мухмӑр — начар япала», — терӗм те эпӗ Григорий Александрович аллинчен тытса: — Пирӗн кунтан часрах шӑвӑнни лайӑхрах пулӗччӗ! — терӗм. Сана шпион туса янӑ-им манпа пӗрле? —тетӗп. Пуҫне юн тӑвӑнса, капланса килчӗ, ҫамки ҫине сип-сивӗ тар тапса тухрӗ. Кӑкӑрпа кӑкӑрӑн хире-хирӗҫ тӗреленсе тӑнӑ та сехечӗ-сехечӗпе ҫапӑҫнӑ, ним шиксӗр те урса кайса, тискер хаярлӑхпа та шалт анрамалла ӑсталӑхпа. — Тинӗс ҫине кайӑпӑр-и ыран? Унӑн ирӗксӗртен хӑй шӑпипе килӗшмелле пулса тухрӗ, вара вӑл хӑй каяс мар-каяс мар тесе ҫӗрӗпе шутласа утнӑ хыҫҫӑн та пур пӗрех ҫавӑнта кайма шут тытрӗ. Шухӑшлама хӑрушӑ! Анчах ку инкек мар-ха, ку ҫур инкек кӑна, инкекӗ акӑ мӗнре: ман карчӑк вут чуль, вутла ҫӗлен вӗт вӑл! — Пӗри те каймастпӑр! — тесе хыттӑн хирӗҫлерӗ вӗсене майор. Том, Джим патне упаленсе пырса, унпа пӗр-пӗр путиш тӑвасшӑн-мӗн. Герцог суд ҫуртне ыйтса илчӗ те, эпир афишӑсем ҫыпӑҫтарма салантӑмӑр. Акӑ вӗт вӑл — лӑп та шӑп манран: «Елена Робинзон» вуланӑ-и? тесе ыйтакан, лактометра пӑсакан, уншӑн манран ҫупкӑ туянакан Катька. Кун ҫинчен шутлама вара пушшех те интереслӗ. Тен, тухтӑр тахҫанах Мускава таврӑннӑ пулӗ? Кӳренмелле мар тӗрлӗрен историсем ҫакӑнтан вӑй илсе тухаҫҫӗ те, пӗтӗм хула тӑрӑх ҫаврӑнса, ҫаплипех упранса каялла килеҫҫӗ, анчах каялла ҫавсем тем пек ӳссе те шыҫӑнса таврӑнаҫҫӗ; кутӑнла майпа та пулса тухаҫҫӗ: пӗр-пӗр тусан пӗрчи пек пӗчӗк хыпар ҫакӑнта килсе кӗрсен ту пек пысӑкланать. Анлӑ кӑкӑрлӑ ҫырма икӗ ҫыран хушшипе мухтавлӑн тӑсӑлнӑ; хум-шавсӑр, савӑклан, васкамасӑр юхнӑ унӑн шывӗ; сӑртлӑ ҫыран ун тӗкӗрӗ ҫинче хура ӗмӗлкеллӗн сӑнланнӑ; сулахай енче ылтӑн тӗслӗ хӑйӑр кӗрчӗсен аркисем тата ешӗл бархат пек ҫыран талккӑшӗсем илем кӳрсе выртнӑ. Кимӗ хуртсем кӑшланӑ юпасем ҫумне ҫапӑнасран Дик Сэнд, кимӗ сӑмсинче тӑрса, пӑшӑлтатса ҫул кӑтартса пычӗ. Уйӑх пит пысӑк япала. Эпӗ «Монготимо Хурчка Чӗрне» текен вырӑн ӑҫтан иккенне астӑваймастӑн-и эсӗ? — тесе ҫеҫ ыйтрӑм. Вӑл: «Астӑваймастӑп, Густав Эмартан пулас», терӗ. Вӗсем хӑйсем тӑрӑшса ӗҫлени сая кайманнишӗн тата вӗсен парни ачасене килӗшнишӗн питех те савӑннӑ. Ӗҫе ӑҫта пулса иртрӗ? Хутран-ситрен кӑна килекен поездсем хӑйсен ӑшӗнчен михсемпе тиенӗ ҫынсен ушкӑнӗсене кӑлара-кӑлара пӑрахаҫҫӗ. Ҫак ҫынсен ушкӑнӗсем вара пӗтӗмпех пасар еннелле туртӑнаҫҫӗ. Столица тавра хӳме купаласа ҫавӑрнӑ; ун ҫӳлӗшӗ икӗ фут ҫурӑ, хулӑнӑшӗ вунпӗр дюймран кая мар. Вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те никӗс тӑпри ҫине кайса ларчӗ. Кропоткин урамӗнчи лӑпкӑ кӗтесри тӑпӑл-тӑпӑл пӳлӗм ӑна ытах та чаплӑн туйӑнса кайрӗ. — Ия, паяс теп! Пӑрахутсем мӗнле! — Хура Ҫӑлкуҫӗ патӗнчен. Тома, Бата, Остина, Актеона ҫавӑнтах площадьрен илсе кайрӗҫ, ҫавӑнпа вӗсем Казондери ярмарка пӗр кӗтмен ӗҫпе вӗҫленнине кураймарӗҫ, те, пӗлеймерӗҫ те. Апраксия пике ӑна вырӑс княҫӗ тет, тумне улӑштарса тӑхӑннӑ пулать, кунта вӑл кивӗ крепоҫе пӑхма килнӗ тет, мӑнастир чиркӳне ризӑсем пама килнӗ тет. — Сана хӑвӑрӑн карап ҫине таврӑнма май килсен-и? — терӗ вӑл, ман сӑмахсене тепӗр хут каласа. Эппин мӗнлескер-ха эпӗ? Марийка, пурӑнать вӑл! Амӑшӗ йӑл кулкаласа алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ те, чирлӗ ҫын тухтӑра хирӗҫ:— Эмеллени вӑл — реформа… — тенине илтрӗ. — Урӑх эпӗ нимӗн те ыйтмастӑп. Тӑмаланчӑк пуҫ та васкасах юнашар пӳлӗме шӑвӑнчӗ. — Акӑ, — суд пуҫланчӗ! — пӑшӑлтатрӗ Сизов — Епле вӑл вӗсене, э? Ун шухӑшӗпе, ҫӗнӗ пӗвесене ҫакӑн пек вырӑнсене тумалла: хирте суха тӑвакан бригадӑсен выльӑхӗсене шӑварма ҫур километртан ытла кайса ҫӳремелле ан пултӑр. Ҫак самантран пуҫласа, арӑмне вӑл, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек, упра пуҫланӑ. «Эпӗ хамӑн вӑя акӑ кампа ҫапӑҫса тӗрӗсленӗ пулӑттӑм! кӑшкӑрчӗ Незамайковски курень атаманӗ Кукубенко. — Пӑх-ха, мӗнле пулса кайнӑ вӑл? — кӑшкӑрнӑ Маякин, каччӑ ҫине кӑтартса. Пӗр Тауко кӑна, чӑн-чӑн таса юнлӑ лаша пек, хуҫи пӗрре чӗнсессӗнех сиксе ӳкме хатер тӑраканскер, ура ҫинче ҫывӑрать. Рамадӑра питӗ тарӑн шӑплӑх. Хӑшпӗр чухне метеорсем ытла та хытӑ ҫуталса каяҫҫӗ. Хам нимӗнле воспитани те илсе курман пулсан, мӗн шуйттанӗпе воспитани парам-ха эпӗ ӑна? — Пуринпе те, пуринпе те, — терӗ те Оленин, хӑйӗн чӗри ҫапла темле пысӑк та лайӑх мар ӗҫ тума хатӗрленнӗ чухнехи пек хытӑ тапнинчен тӗлӗнсе, кантӑк умне ларчӗ. Ӗмӗтленнӗ вутӑ инҫех те мар ӗнтӗ, анчах ҫынсем ун патне калама ҫук ерипен ҫывхараҫҫӗ. Кашни кунах тиф темӗн тери кирлӗ ҫынсене теҫеткешерӗн турта-турта илет. Анчах пурнӑҫа пурӑнма кӗнекерен вӗренмелле тени — ку ӗнтӗ темӗнле килӗшӳсӗр япала! Унпа калаҫнӑшӑн Володьӑпа Дмитрие те ҫиленме пуҫларӑм. Эпӗ вӗсене кӑшкӑрса чӗнме кӑна шутласаттӑм, сасартӑк вӗсем хыҫҫӑн пӗр улӑп пек ҫын хӑваланине куртӑм. Шыв улӑпӑн чӗркуҫҫи таран анчах, хӑй пит вӑрӑммӑн яра-яра пусать. Анчах баркас ӑна ҫур миля яхӑн пӑрахса хӑварнӑ. Ҫитменнине тата шыв тӗпӗнче шӗвӗр чулсем нумай пирки, улӑп баркаса хӑваласа ҫитме пултарайман. Хӑвӑрт кала, шухӑшласа ан тӑр: умӗпе е хыҫӗпе? — Манӑнне илер, Мюльреди, — терӗ Гленарван. Ара, кӑнтӑрласенче урама тухса ҫӳреме те аван мар пек пулса ҫитрӗ. Халь ӗнтӗ вӑл питне ҫилтен хӳтӗлесе, кӑшт хутланарах тӑрать. Сирӗн пая вӑтам шутпа пин е пин те ултҫӗр лекетех. Алексей машинӑна штопортан ҫирӗппӗн илсе кӑларса, каллех петля туса илчӗ. Вара вӑл тӳрех пӗрлешӳрен тухрӗ. Мӗнех тетӗр? Судьяна каҫпа вӗрилентернӗ те, вӑл ир енне вилсе выртаӑ. Мӗнле ҫынсем пулчӗҫ кусем? — Эсир те, шӑлну та ку ҫуртра ют мар. Ҫакӑнтах ҫӗр каҫӑр. Грант капитан ачисене хӑйсен ашшӗне ҫӑлассипе мӗскер туни ҫинчен Гленарван килсенех каласа памалла пултӑр тетӗп эпӗ. Халӗ ӗнтӗ ӗҫӗн уйрӑм енӗсене тума пуҫлӑпӑр. Енчен эп вӗсем патне пыраймасан, вилнӗ пулсан эпӗ, — вара нимӗн те тумӗччӗҫ-ши? Ҫил вӗрет-вӗрет те хӑех чарӑнать Эпӗ чӑланта ҫӗр каҫрӑм, ман пата никам та кӗрекен пулмарӗ; тепӗр кунхине ҫеҫ, вырсарникун, мана класс ҫумӗнчи пӗчӗк пӳлӗме куҫарчӗҫ те каллех питӗрсе илчӗҫ. Вӑл, темӗскер, ялан сирӗн ҫурт патӗнче ҫапкаланса ҫӳрет-ха. — Ҫыраҫҫӗ пулмасӑр? Кам эсӗ, Ну, кала! ССР Союзӗн Конституцине ҫак енпе пыракан улшӑнусем кӗртес: а) суйлав системине тата ытларах демократизацилес шутпа — ытла танах мар суйлавсене пӗр тан суйлавсемпе, нумай сыпӑклӑ суйлавсене — тӳррӗм суйлавсемпе, уҫӑ суйлавсене — хупӑ суйлавсемпе улӑштармалла тӑвас; б) Конституцин социаллӑ экономикӑллӑ никӗсне тӗрӗслетсе кӑтартса парас шутпа — Конституцие ССР Союзӗнче класлӑ вӑйсем хальхи вӑхӑтра мӗнле тытӑнса тӑнипе килӗшӳллӗ тумалла (социализмлӑ ҫӗнӗ индустри туни, кулаксене ҫӗмӗрсе тӑкни, колхоз стройӗ ҫӗнтерни, совет обществин никӗсне — социализмлӑ харпӑрлӑха ҫирӗплетни тата ыт. те ҫавнашкалли). — Мӗнле-ха, вӗсем чӑнах черкессем пулнӑ-и? — терӗ тахӑш: — Вӗсене кам та пулсан курнӑ-и? Карап палубин малти пайӗнче те, кубрикра та Динго ҫинчен нумай калаҫрӗҫ, анчах кунта пурте вӑл вулама кӑна мар, ҫырма та тепӗр матросран лайӑхрах вӗреннӗ йытӑ тесе шутларӗҫ. Ҫакӑн пек хӑватлӑ ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ку та ахаль вӗҫни пулас ҫук. — Айта, иккӗн юрлар. Шӑппӑн, сӑмах чӗнмесӗр пырса ларчӗ вӑл ман ума, хӑй ман ҫинелле тинкерсе пӑхать. Ӑна эсӗ ачашшӑн каланӑ, ӑна эсӗ йӑвашшӑн каланӑ, эпӗ илтмен, ҫапах та — пӗлетӗп. Шухӑшлакаласа пӑхсан, хайхи геройсем Джексон утравӗнче хӑйсен резиденцийӗ тӑвас тесе шут тытрӗҫ. Ҫыру вӗҫӗнче кӑна, ҫакӑн пек ачашшӑн пакӑлтатса ҫырнисем хыҫҫӑн, карчӑк чи кирли ҫинчен пӗлтернӗ: нимӗҫсене Сталинградран хӑваласа ячӗҫ, вӗсене унта калама та ҫук нумай вӗлерсе тӑкнӑ, вӗсен чӑн аслине те плена илнӗ, тесе калаҫҫӗ. Вӗсем ним чӗнмесӗр кӗпер урлӑ каҫрӗҫ те шыв хӗррипе утса кайрӗҫ. Ҫак самантра суккӑр хӑйӗн туйӑмне малтанах паллӑ та чунра малтанах хатӗр калӑпа вырнаҫтарма тӑрӑшать. Винтовкӑсем патне тӑратнӑ хуралҫӑ йывӑҫсем хушшинчен юланутлӑ ҫынсем пынине асӑрхать те пӑшал персе тревога парать. Пӗррехинче вӑл мана питӗрсе хӑварчӗ те хӑй виҫӗ кун таврӑнмарӗ. Эппин сывӑ юлӑр, манӑн кайма вӑхӑт ҫитрӗ… эпӗ васкатӑп… Сывӑ пулӑр, Тереза! Тата, тата, ҫӳлерех… Эпӗ хам мӗн пӗлме пултарни ҫинчен кӑна калӑп. Кукушкин, сулӑнса кайса, пакура ҫавӑрса тытрӗ, Панков ӑна хӑтӑрса илчӗ: — А эс ӗҫ ҫине пӑх, Степан! Талькав кӑтартса та пачӗ: хальхинче, кашкӑрсенчен хӑшӗ те пулсан астумасӑртарах вут патне ҫывхарса ҫитсен, индеецӑн ҫӗҫӗпе авӑрланӑ вӑрӑм алли ӑна самантрах амантса илет. Анчах ку ытла пысӑк инкекех мар ӗнте, ҫакчӗрех, эпӗ ҫав листа ҫине пурпӗрех пӑхас ҫук. — Княгиня, — терӗм эпӗ, — сире пӗр сӑмах та калаймастӑп эпӗ; хӗрӗрпе улах ҫӗрте калаҫса пӑхма ирӗк парсамӑр… Ясли тӑвас ӗҫе тӗрӗслесех тӑр, пулӑш вӗсене, виҫҫӗмӗш бригадӑна сӗлӗ ан пар, илтетӗн-и? Анчах Геркулес умӗнчен иртнӗ чухне шӑл витӗр сӑрхӑнтарчӗ: — Тӑхта кӑшт, ҫӗр ҫӑтасшӗ негр, лектерӗп-ха сана куншӑн! Икӗ сӑрт хушшинче ҫывӑхри ӗшне курӑнать: лутра туналлӑ, сарлака та лаптак тӑрӑллӑ, хӑмӑр йывӑҫсем. Эмексиз-Пехливан ӗнтӗ вӑл, урӑх никам та мар». Эпӗ ҫӗвӗҫӗ, ҫитменнине тата лайӑх ҫӗвӗҫӗ, Мускаври чи паллӑ ӑстасем патӗнче вӗреннӗ, генералсем валли ҫӗленӗ… ҫакна манран никам та туртса илеймӗ. — Кунта каланӑ… халех, халех… Пирӗн чикӗ тулашӗнчи тупӑшакан… — Unser ausländischer Nebenbuhler, — хӑвӑрттӑн, ҫав самантрах куҫарса пачӗ Шурочка. Лайӑх ҫанталӑкра ку йывӑр мар. «Ҫапла вӑт, куллен ҫич-сакӑр ҫын» — тет сире хайхи офицер, эсир хӑраса ӳкнине сӑнран пӑхсах тавҫӑрса илсе, хӑй вӑл ҫав хушӑра анаслакаласа сарӑ хутпа пирус чӗркет… Эппин, калаҫасшӑн мар эсӗ? Вӑрман пуянлӑхӗсене ҫӑлма тесе Соломенка каллех хӑйӗн коллектив вӗсене ячӗ. Шалый ӑна кулса пӗтерме пачӗ те калавне ҫапла вӗҫлерӗ: — Тепӗр талӑкран мана станица атаманӗ патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. Вӗресе тӑраканскер, сисӗме астивме ҫав тери выҫтахскер, вӑл ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр, ирӗклӗ, хӑватлӑ, анлӑ тӗттӗмлӗхе нихҫан та курса тӑранайман. Хӑрӗ намӑслӑ юрӑ сӑмаххисемпе ответлесе:— Хӗр вӑтанать пулсассӑн,Арӑм пулма юрамасть… — терӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле Бенитона илсе каймасть-ши? Атте качча илме шутланӑ хӗрарӑм ҫинчен Володя ҫавнашкал лӑпкӑн калаҫнине илтесси маншӑн ытла та тӗлӗнмелле пулсан та, вӑл калани мана тӗрӗс пек туйӑнчӗ. Тӗксӗм хӗвел чӑмӑрӗ ерипен ҫӗр ҫумнелле анса пынӑ вӑхӑтра, вӑл, хӑй шухӑшӗн вӑйӗпе, вӗсем Билпе иккӗшӗ ҫывхарсах килекен хӗлтен епле тарнине, тарнӑ май кашни вершук малалла кайнине сӑнласа ӳкерчӗк евӗрех курса пычӗ. — Ҫук! Малалла хӑйне тем кӗтнине пӗлменнипе вӑл пӗтӗмпех чӗтресе тӑрать. — Нумай! — ассӑн сывласа илнӗ ача. Ӑна кура, мӑнаккӑшӗ те йывӑррӑн сывласа янӑ… — Унтан, пуҫне ҫӗклесе, вӑл кӗрӳ-каччипе хӗрӗ ҫине тинкерсе илнӗ те, тенкел ҫинчен тӑрса, салхуллӑн, тӳрккессӗн:— Пӗрер саманта хамӑн кабинета пӑрӑнам-ха… — тенӗ. Ҫапла Паганелӗн ӗмӗрте пӗрре яланхи ыр кӑмӑллӑ чунӗ пӑсӑлчӗ. — Хаваслансах пӗлтеретӗп — Григорьев капитан, Епле вара эсир, кунта пурӑнатӑр-и? Ҫитӗннӗ ҫын хӑй япалине ҫапла улталанса улӑштарни ӑна тӗлӗнтерсе те ячӗ. Ҫаплах тата сыхӑ пулма та хистерӗ темелле. — Авланнӑ ҫын ун пек ҫулпа каяс ҫук, — вӑл шикленмелле… «Алан та чӗри пур» теҫҫӗ пирӗннисем ҫавӑн пек чухне. Вут йӗри-тавра хӗрлӗн курӑнакан пӗр ҫаврашка ҫутӑ, таврари ҫӗр тӗттӗмӗ хупласа тӑнӑран, халь сӳнес пек чӗтресе, лӑпкӑн хумханать. Хутран-ситрен, вут хытӑрах ҫунсан, вут ҫути ҫӗр тӗттӗмне шӑтарса, инҫетерех кайса ӳкет. Ҫулӑмӗ сасартӑк типӗ хӑва ҫаппине ярса хыпать те часах сӳнсе те ларать. Хӑш чухне вут сӳнес патнех ҫитет, вара вӑрӑм мӗлкӗсем вут купи патнех тӑсӑлса ҫитеҫҫӗ: каҫхи тӗттӗм вут ҫутипе тавлашать. Анчах эпӗ хам урасене чӑлхапа пушмаксем тӑхӑннипе лашасем ҫакна пӗлеймесӗрех юлчӗҫ. Хӗлӗн-ҫӑвӗн, масар ҫине кайса выртичченех ҫулҫӳрекен пулса тӑрӑп, — маншӑн начар пурнӑҫ-им вӑл? Пампассем мӗншӗн пушанса юлнине сержант ҫителӗклех ӑнлантарса пачӗ: индеецсен мӗнпур йӑхӗсем апла та, капла та пурпӗрех Аргентина ҫӗрӗн ҫурҫӗр енче граждан вӑрҫинче ҫӳреҫҫӗ. Эсир юри ухмаха перетӗр пулас? — ҫиленсе кайрӗ хӗрарӑм. «Das ist ein Mann!» — шухӑшланӑ Зоя хӑй ӑшӗнче, унӑн тӗксӗм те паттӑр сӑн-пичӗ ҫине пӑхса тата шанчӑклӑн та ӑшӑ кӑмӑллӑн калаҫнине итлесе. Гут, аван. Ӑна умрӑмӑнах пит хисеплесе йышӑнчӗҫ, ун умӗнче вут умӗнчи пек авкаланаҫҫӗ, пит кӑмӑлла сӑмахсемпе калаҫаҫҫӗ. Кактуспа агава йӗпписем унӑн питне тата аллисене суранлатса пӗтернӗ, юнӗ вара тарпа пӗрле хутшӑнса, тумла-тумла аннӑ. Падает произвол… — малашне мӗн пуласси ҫинчен каларӗ Федя ҫӑварӗнчен тухакан юрӑ… Давыдов Яков Лукич патӗнчен хулхушши айне пӗр тӗркем журнал хӗстерсе тухрӗ, кунта килсе ларни ӑна ҫырлахтарчӗ, Островнов усӑллӑ ҫын иккенне вӑл тата хытӑрах ӗненчӗ. Ҫӑрттан мучи, ҫилленсе, лач! сурса хучӗ, аллипе утта хыпашласа, нумайччен тем мӑкӑртатрӗ, ятлаҫрӗ. «Св. Мария» кӗске вӑхӑт хушшинчех ҫав пысӑк итогсене памалла мар пек вырӑнсенчен иртнӗ те, ҫав формулӑсем вара пулма та пултараймаҫҫӗ пек. Стрелоксен линийӗ хыҫӗнче, пӗр икҫӗр метр леререхре, Юргинӑн отделенийӗ, сӑнчӑр пек чӑсӑлса кайса, каллех окопсем чавма тапратрӗ. Жида малтанах тӳлесе хумасан, кӑнтӑр кӗллине те кӗме май ҫук». Эпир уйрӑлнӑ чух унӑн ҫар тумтирӗччӗ-ха. Вӑл, ҫӑварне карса, аллисене сарса тытса, онбашне пӑхса тӑчӗ, ӑна халь-халь хупласа хурассӑн курӑнчӗ. Анчах вӑл, гимназире вӗренсе тухман пулсан та, пирен ӗҫе часах тавҫӑрса илчӗ. Кашкӑр-и, тилӗ-и е ахаль йытӑ кӑна — паллаймастӑп! Совет Союзӗнче Ҫӗр тавра янӑ спутниксем ҫавӑн пек хӑвӑртлӑхпа вӗҫнӗ те ӗнтӗ. Егорушкӑн фантазийӗ пысӑк пулнӑ пулсан, вителӗк айӗнче вӑл ҫӗр пуҫлӑ чӗрчун выртать тесе шухӑшланӑ пулӗччӗ. Чатӑр умӗнче, ашшӗ ури йӗри-тавра, чанасем пекех хуп-хура та шавлӑ ачасем ҫуйӑхашаҫҫӗ; чикан майрисем шӑри-шари ҫухӑрсах ахӑрашаҫҫӗ. Ҫапла! Тӗлӗнмелле! — Каллех шӳт тӑватӑп! — терӗ Шубин. — Пӗлместӗп ӗнтӗ. Ҫав хушӑра Корчжинский, Балабинпа хирӗҫсе илнӗ май тарӑхса кайнӑскер, тӑртаннӑ куҫхупанкисем хушшипе ҫилӗллӗн ялкӑшса пӑхакан пӗчӗк куҫӗсене Макар ҫинелле ҫӗклерӗ, халь ӗнтӗ курайманлӑхне пӗр пытармасӑрах, ҫапла каларӗ: — Калаҫмалли пӗтрӗ, Нагульнов! Ытармалла мар илемлӗ хӗр кунта пулнӑшӑн регуляторсем урӑх ӗнтӗ именсе тӑмаҫҫӗ. Ҫулла Натальйӑн шап-шурӑ мӑйӗпе хӗрлӗ, хӑйраса якатнӑ пек пичӗ ҫине темле хӗрлӗ пӑнчӑсем туха-туха ларчӗҫ. Ҫав пӑнчӑсем ҫав тери вӗтӗ, йӗп вӗҫӗ пек кӑна пулнӑ, ҫапах та вӗсем ӑна канлӗх паман, ҫавӑнпа та вӑл эрнере икӗ хутчен, ҫывӑрма выртас умӗн, пит ҫӑмартисене ҫине тӑрсах пыл тӗслӗ мазь сӗрнӗ. Юлашкинчен вӑл хӑй кирлӗ еннелле каймаллине сиссе илнӗ. Унӑн куҫӗсем тавраналла пӑхса: «куратӑр-и йӗкӗте?» тенӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫамрӑк капрала, Снегурко радиотелеграфиста, вӑрҫӑччен Лодзьре электромонтёр пулса ӗҫленӗскере, тӑван ҫӗршыва сутнӑ тесе тата салтаксем хушшинче коммунистла пропаганда сарнӑ тесе персе вӗлермелле тунӑ. Вӗсем ӑна та хӑвӑртрах сутса ярасшӑнччӗ — король пӗтӗмпех пӗр харӑс хыпса ҫӑтӗччӗ, чӑн-чӑн верблюдах тейӗн. Мӗн ҫинчен калаҫма пулӗ-ха унпа? — Олейник? Хама вӑрӑ вырӑнне хунӑ витре тӗплекен ҫинчен. Эпӗ хамӑн иккӗмӗш сӑмахра ҫакна каласшӑн: Тарас полковник та питех те тӗрӗс каларӗ; турӑ, ӑна ытларах пурӑнмалла ту, Украйнӑра ун пек полковниксем ытларах пулччӑр! Ҫавӑнпа эпӗ каҫ пулсан Джим патне кайрӑм, ӑна атте каллех кунта, юр ҫинче эпӗ унӑн ура йӗрӗсене куртӑм тесе каласа патӑм. — Каятӑп. Ан сӑрласа пар. — Священник — Христос тӗнӗ ҫинчен вӗрентет, Христос хӑй чи аслӑ революционер пулнӑ. Бояркин пӗр шарламасӑр каҫхи апат ҫисе пӗтерчӗ те, пирус чӗркесе, ӑна лампӑран тивертрӗ. Том кӗтесре тутине тӑсса, хӑйӗн чунӗнчи суранӗсене йӑпатса ларнӑ. Санпа йӗркеллӗ калаҫаҫҫӗ, эсӗ вара спектакльри пек хуҫкаланатӑн, сана кӑлӑхах кӳрентереҫҫӗ имӗш. Каччӑсем хӗрсем ҫине уҫҫӑнах мӑшкӑламалла пӑхаҫҫӗ, вӗсенчен кулаҫҫӗ: хӗрсене уйра тытаҫҫӗ те кӗписене ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ, аркисене пуҫ тӗлӗнчен мунчалапа ҫыхса лартаҫҫӗ. Ҫурт кӗтессинчен йӑрӑм-йӑрӑм халатлӑ, лутрашка та мӑнтӑркка марсиан курӑнса кайрӗ. Лашасем юрттарчӗҫ; урамри халӑх, чарӑнса тӑрса, пуҫсене пилӗк таранах тайса юлчӗ. Тӗрӗссипе кала-ха: сана хӑрушлӑх хӑратмасть-и? Хуйхӑ, пурнӑҫ йӗрки улшӑнни тата ӗҫ ҫукки ӑна аптрата пуҫланӑ, ҫакӑ ватӑ ҫын чирне часах вӑйлатса янӑ. Телейлӗ пул, савнӑ Варюха-горюха!» — шухӑшларӗ вӑл ыйхӑланӑ май. — Сан патна юлташу килнӗ. Эсӗ вуланӑ-и? Ҫынсем ӑна тӑрӑхлаҫҫӗ: — Шалкӑ, санпа тавлашмарӑмӑр, выляса яраттӑнччӗ эсӗ! Анчах манӑн мӗншӗн ҫак асапа тӳсмелле пулчӗ-ши? Ку ҫырӑвӗ вӑрӑм пулман. Ну, мӗн те пулин куҫарса парӑр-ха, — терӗ вӑл, мана темле кӗнеке тӑсса парса, — э, ҫук, луччӑ ак ҫакна. — Итлессӗм те килмест! — Эпӗ ӑна телей кӳме пултараяс ҫук. Эпӗ плотниксене, грузчиксене, каменщиксене курнӑ, Якова, Осипа, Григорие пӗлнӗ, анчах кунта пӗрешкел ӑш-чиклӗ халӑх ҫинчен калаҫатчӗҫ, хӑйсене халӑхран нумай аяла, унӑн кӑмӑлне пӑхӑнса тӑмалла вырӑна лартатчӗҫ. Пӳлӗмӗнче ун, пукан хыҫӗ ҫинче, пир тӑрӑхӗнчен касса илнӗ ал шӑлли ҫакӑнса тӑрать, кӗтесре пӗр кӑкшӑм сивӗ ҫӑл шывӗ ларать. Анчах эпӗ сирӗн умӑрта пӑртак айӑплӑ, ку тарана ҫитсе те хисеплӗ Иван Яковлевич ҫинчен нимех те каласа параймарӑм. Мӗн ку? Мӗнех… хӑй унта вырттӑр. Вӑл тахҫантанпах ӗнтӗ пирӗн патра курӑнмасть. Николай ҫав самантрах кухньӑна ҫӑвӑнма пырса кӗчӗ. ВВО батальонӗн штабӗ патнелле тротуарпа икӗ ҫын васкаса пыраҫҫӗ. — Кунта мӗн тума килнӗ ҫак эсир? Вӑл сӑмах хушмасӑр ман ҫинелле пӑхрӗ те нимӗн те ӑнкараймарӗ. — Ҫавӑ ҫав, — терӗ Валя. Анчах пирӗн профессор ҫав чиркӗвӗн чан ҫапакан ҫӳлӗ тӑррине питех те кӑмӑлларӗ: унӑн тӑррине тулашӗнчен йӗри-тавра винт пек ҫавӑрӑнса улӑхмалли пусмипе уҫӑ площадки курӑнса тӑрать. Ҫапах та траншейӑра уҫӑ сывлӑш ытларах, сывлама ҫӑмӑлтарах та ҫӑмӑлтарах. Эсӗ тата хӑвӑн тӳпӳпе мӗн тӑватӑн, Том? Хам ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Даша инкен пичӗ мӗнле пулса кайнине эпӗ нихҫан та манас ҫук. Нумаях пулмасть вӑл ҫирӗме кайнӑ. — Хуллентерех эсӗ! Вӗсем кӗперсене те, урапасене те пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, анчах ҫапах та пӗр-пӗрне пурин ҫинчен те пӗлтерсе, систерсе тӑма май тупнӑ. Ҫаксене шута илмесен те, тен, тата шӑпах ҫаксене шута илнипе те пулӗ, Юрдан чорбаджи ӑна хисеплет, вӑл Стефчова ырӑ кӑмӑлтан йышӑннине пытарса та тӑмасть. Зубов бульварӗнчи садри колонӑллӑ шурӑ ҫуртра пӗр чӳречерен кӑна ҫутӑ курӑнатчӗ, доктор пӳлӗмӗнче пулӗ-ха ҫав ҫутӑ, терӗм эпӗ. Аркадий Павлыч, ҫывӑрса каяс умӗн, вырӑс хресченӗн пахалӑхӗсем ҫинчен кӑшт калаҫкаларӗ те, ҫавӑнтах вара Софрон управляющи пулнӑранпа Шепиловкӑри хресченсем пӗр пус та парӑма кӗме пӑрахрӗҫ, тесе асӑрхаттарчӗ… Курасса та кушак пекех курать пулӗ: кӑнтӑрла лайӑх курать, ҫӗрле — тата лайӑхрах. Студентсемпе кӑштах явӑҫкалатчӗ. Ӑҫтан шутламалла-ха ун мӗн те пулин урӑххи ҫинчен? — Эппин сана тупса паратӑп ӑна эпӗ… Вӗсен пуҫарӑвӗ начар пурнӑҫран мар, вӑйсем ытлашши пулнипе, харсӑр пулнипе… тес пулать-и… тапраннӑ… Эсир мана хӑвӑр курни-илтни ҫинчен каласа парӑр. Пирӗн факел пур пулин те, ӑна алӑра тытса пыма май ҫук. — Вӑл вара пистолет тапкӑчне туртса лартрӗ. Художник ҫак пӗлтерӗве чунтан киленсе вуласа тухрӗ; унӑн пит-куҫӗ ҫуталса кайрӗ. Хӑнасене хисеплӗ вырӑна кӗртсе лартрӗҫ. Уолтерс мистер, хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтерсенех, хӑнасем камсем пулнине шкул ачисене пӗлтерчӗ. — Ҫапла, сэр, анчах телейӗм пулчӗ ман. Ҫапла, кӑштах ӗҫлесен е тӑвалла хӑпармалла пулсан, тӳрех сывлӑш питӗрӗнсе ларать, чӗре сикме пуҫлать… Анчах эсӗ мӗнле паттӑрлӑ ӗҫ тунӑ-ха? Ҫамрӑк йӗкӗт тӑрӑхланӑ пек кулса илчӗ. Вӑл мана эпӗ хӑҫан та пулин тӗл пушӑ ҫынсенчен пуринчен те таҫта ӑслӑрах пек туйӑнатчӗ, эпӗ ун тавра хам кочегар Якку тавра ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ шухӑшпах ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет те, тытса илмелли те ҫук ӑна. Илемлӗ арҫын ачасемпе хӗрсен ашшӗ-амӑшӗсем хӑвӑртрах пытарма тӑрӑшнӑ ун куҫӗсенчен хӑйсен ачисене; ирсӗрлӗхпе синкер палли пек шутласа, унӑн ятне мӑшӑрлӑх тӳшеке ҫинче сасӑпа калама хӑранӑ. Акӑ мӗнле пулса тухрӗ… Старик (вӑл аллӑ ҫулсенче пулнӑ ӗнтӗ, авланасса та пит кая юлса авланнӑ) ӗҫ майсӑр пулнине кайран туйса илнӗ те Андрюшӑна пансиона вырнаҫтарнӑ. — Ҫав сигнала париччен сирӗн пӗрин те пемелле мар. — Пирӗн Любобратичсем ҫук пулсан, ҫакса вӗлермеллисем пур терӗм! Ҫӑкӑр татӑкӗ ӑшӗнче Пӑван кӗтнӗ япала: ҫӳхе путпилкӑсен ҫыххи пулнӑ. Анчах унӑн хӑйӗн пурӑнӑҫӗ пӗтӗм ӗҫе чӑрмавласа тӑрать, унӑн хӑйӗн умне те ниепле татма ҫук ыйтусен туха-туха тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа халӗ мӗнле те пулин татӑклӑ май йышӑнма нихӑҫанхинчен те йывӑртарах. Ӗҫе татмалли кунта пӗр май ҫеҫ: ҫемьене уйӑрмалла, — амӑшӗпе хӗрӗсен старике яланлӑхах пӑрахса каймалла. Атьӑр! Хӗрарӑмсем сӑмахлани, ӳсӗрӗлнӗ мужиксем мӗкӗрни, ача-пӑчасем уҫҫӑн кӑшкӑрашнисем, мӑн саслӑ хуткупӑса калани — ҫаксем пурте пӗрлешсе ҫӑран янтӑраса тӑраҫҫӗ, ывӑнма пӗлмесӗр ӗҫлекен ҫӗр хӑватлӑн сывлать. Куэсбонран эсӗ Сент-Уан-ле Туана каятӑн та Жан-Шуанпа курнӑҫса калаҫатӑн. Эпӗ ӑна чӑн-чӑн ҫулпуҫ вырӑнне хуратӑп. Чӑнах та — капла авантарах. — Эсир унта мар пӑхатӑр. Ирпеле ҫеҫ ун пирки кулянса, ҫав тери асапланса пӗтнӗскер, халӗ ӗнтӗ эпӗ хама хам та ӗненми пулса тӑтӑм: мӗн пулни-иртни тӗлӗкри пек ҫеҫ туйӑнать. Эх, турӑ, турӑ, мӗскерле-ха ку апла? Лекен ак шыври патне каҫхи апата. Рита йӑрӑм-йӑрӑм блузка, ахаль пиртен ҫӗленӗ кӑвак юбка тӑхӑннӑ, курткине хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ. — Пӗлместӗн? Кусемсӗр пуҫне тата хампа пӗрле ултӑ чӗрӗ ӗне, икӗ вӑкӑр тата ҫавӑн чухлех сурӑхсемпе такасем илтӗм; эпӗ вӗсене тӑван ҫӗршыва илсе кайса, унта ӗрчетсе пурӑнма шутларӑм. Бандитсем мана тата аннене шыраса стена ҫинчи сехете те тӑпӑлтарса антарнӑ. Вӗсем капитанӑн укҫа миххине тата пирӗн кассӑран темиҫе кӗмӗл укҫа илнисӗр пуҫне хӑйсемпе пӗрле нимӗн те йӑтса кайман пулин те, хамӑра пӗтӗмпех ҫаратнине эпӗ ҫавӑнтах куртӑм. — Анчах ку унта никам та ҫуккине пӗлтермест. Пурте ҫакӑнпа килӗшрӗҫ, проповедник те хирӗҫлемерӗ. «Ку шӑпах леш тарнӑ негр ӗнтӗ», — тесе шутларӑм эпӗ хам ӑшра; эпӗ унта кунӗпех пултӑм тата ҫӗрлене те юлма лекрӗ. Чӑнах та, Лена, пурӑнар пӗрле. Тепӗр кунне Ольховкӑра ҫӗнӗрен тепӗр ӗҫ пулса иртрӗ, ун пекки вара кунта нихҫан та, темиҫе ӗмӗр хушшинче те, пурнӑҫра чи йывӑр вӑхӑтсенче те пулман-мӗн. Вӑл ҫапла шӑлӗпе ҫатӑртаттарса чӑмланӑ май, Егорушкӑна хӑй умӗнче ҫын мар, урӑх япала тӑнӑн туйӑнчӗ. — Мексикӑри вӑрҫа мӗнле те пулин явӑҫнӑ ҫын, урӑхла каласан, кам та кам Скотт походӗнче пулнӑ, ҫавсем кашниех вӑл ҫын ҫинчен илтнӗ. — Мӗн ӗҫпе вара? — тесе ыйтрӗ вӑл. Иван сиксе тӑрса ун ҫийӗнчи плащне хывса илме васкарӗ. Сирӗн туссем пулман-и-мӗн? Камсем лайӑхрах-ши — дикарьсем-ши, е каторжниксем-ши? Клюбер ку ӗҫ пӗтнӗ тесе шутланӑ пулмалла, ҫавӑнпа та ун ытлашши хумханмалли тата тӑрӑшмалли сӑлтав та пулман. Сыхлан, Грушницкий, шахвӑртать вӑл сана… Челкаш, тӑна кӗрсе, Гаврилӑна хӑй патӗнчен тӗртсе ячӗ: — Кай кунтан!.. — терӗ вӑл ӑна хӑрӑлти сасӑпа. — Эпӗ хамӑн черете урӑххине парӑттӑмччӗ! — терӗ те ӑна хирӗҫ Игнат, ҫынсем калаҫнине итлесе, турпас, турат пуҫтарма тытӑнчӗ. — Выльӑха аш кирлӗ пулнӑ пирки кӑна пуснӑ та — ирсӗр. Хуйхӑрма тытӑнчӗ майра, картишӗнче тек кӑмӑлсӑррӑн шухӑшласа уткаласа ҫӳрет, мана калать: Яков, эпӗ каятӑп хамӑрӑннисем патне, нимӗҫсем патне, упӑшка вилсенех каятӑп! тет. Эп сиксе чӗтретӗп, ӑвӑс ҫулҫи пек чӗтретӗп! — тӑрӑхласа тавӑрнӑ Половцев; крыльца ҫинче чарӑннӑ та йӳнӗ пирус тивертсе янӑ. Анчах чи малтан пирӗн — тӗрмере ларакан юлташсен шухӑшне пӗлмелле… Халӑх хумханса кайрӗ, карташӗнче ырлакан сасӑсем илтӗнчӗҫ, Силантий мучи, хулпуҫҫийӗсене хускаткаласа, мӑн сассипе кӗрлесе илчӗ: — Ку вӑт вырӑнлӑ! Анчах унсӑр юрамасть пулмалла. Христофор атте, халь ӗнтӗ кӳмере лараканскер мар, пачӑшкӑн чиркӳре тӑхӑнмалли пӗтӗм тумтирне тӑхӑннӑскер, арман йӗри-тавра утса ҫаврӑнчӗ, ӑна ҫветтуй шывпа сирпӗтрӗ, арманӗн ҫунаттисем ҫавӑн хыҫҫӑн ҫаврӑнма пӑрахрӗҫ. Эпӗ уҫӑмлӑ калатӑп пулас. — Ҫапла пулмалла, ҫамрӑк тусӑм. Вӑл пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ те хӑйӗн хӑнине пӗрер стакан чей сӗнчӗ. «Мӗн кирлӗ сана, тӑванӑм?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Кӳме килсе ҫитнӗ вӑхӑтра ача ҫывӑрнӑ. Кашни кун ҫакнашкал инкек пултӑрччӗ, Джим. Ку вара питӗ асра юлмалли вӑхӑт! — Мӗн каларӑн эсӗ, путсӗр? Ҫывӑр, тӗлӗкӗнте математика фигурисем курӑнччӑр! — Ларсамӑр-ха ак ҫакӑнта, кравать ҫине. Текех илтес мар тесе, вӑл, юрласа та урисемпе юриех тапӑртаттарса, хӑях патнелле чупса кайрӗ. — Ҫук! Ҫук! — кӑшкӑрчӗ Бенедикт пичче. — Ан перӗр. — Анчах ку кирлех мар, — терӗ вӑл татах, ответ пулассине кӗтмесӗр. Сирӗн шӑлну пыриччен сирӗнпе пӗрле садра тата кам та пулин пулнӑ-и? Эпӗ кашнине аллӑшар червонец патӑм, левентарне вара…» Анчах пирӗн умра пысӑк чӑрмав пур. Ӗхӗлтетнисем хытӑрах та хытӑрах илтӗнме пуҫларӗҫ, хӑйӗн ӗҫне пикеннӗ учительтен кушак пӗр ултӑ вершук ҫӳлтерехре ҫеҫ ӗнтӗ… аяларах, аяларах тата пӑртак аяларах. — Икӗ кун, икӗ кун! — аран-аран ҫавӑркаласа каларӗ матрос, ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳрнине кӑтартса. Вӑл ыранах килтен тухса тарать те ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа ярать. Ӗмӗтсем «Паян эпӗ ҫылӑх каҫарттаратӑп, мӗнпур ҫылӑхсенчен тасалатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ, — урӑх нихҫан та ҫылӑха кӗтместӗп (кунта эпӗ хама пуринчен ытларах асаплантаракан ҫылӑхсене аса илтӗм). Вӗсем тухтӑра хисепӗ ҫук кӑмӑлланнине эпӗ кӑнтӑрлах асӑрханӑччӗ-ха. Пурин те пирӗн, кирлӗ чухне, стена пек харӑс тӑрса, е пӗр-пӗрин хыҫҫӑн асӑрхануллӑн вӗҫме-вӗҫӗн утса, хамӑр вырӑнсем патне пымалла… — Питех те аван, питех те! — ответленӗ лешӗ. Шиклентерекен шӑплӑхра сасартӑк ҫын сасси илтӗнсе кайрӗ. Ҫапла кайсан, эпӗ юхса анакан шывран пӑрӑнса кайнӑ тӗле, ҫул йӳпленсе уйӑрӑлнӑ ҫӗре ҫитӗп. Вӑл кун вӗсем пӗрмаях хӑйӑрлӑ вырӑнсемпе пычӗҫ, ун пек вырӑнсене туземецсем «травезиа» теҫҫӗ. — Эсир кунта усал ӗҫ тума килменни ҫинчен калӑр. — Епле аван! — йӳҫӗхсе илнӗ Званцев, питне пӗркелентерсе. Чӑнкӑ ҫыранлӑ пӗчӗк юханшывсем, начар пӗвеленӗ пӗчӗк пӗвесем, час-часах ҫурри таран тӑрри сӗвӗнсе ӳкнӗ тӗксӗм пӳртсемпе пӗчӗк ялсем, ҫатан тытса тунӑ пушӑ итемсем хӗрринче анасласа ларакан пӗчӗк хапхаллӑ тайӑлчӑк авӑн лупасӗсем тӗл пулаҫҫӗ. Хӑш-пӗр тӗлте унтан та кунтан вистеннӗ штукатурӑллӑ кирпӗч е чалӑшнӑ хӗреслӗ йывӑҫ чиркӳсем тӗл пулкалаҫҫӗ, вӗсем патӗнче ҫаратса пӗтернӗ масарсем курӑнаҫҫӗ. Гасиенда хапхинчен ҫынсем — арҫынсемпе хӗрарӑмсем тухнӑ. Марьяна ун ҫумне йӑпшӑнчӗ те ӑна тутинчен хытӑ чуптурӗ. Магелланпа ытти чылай юлташӗсем вилнӗ хыҫҫӑн Испани морякӗсем Азипе Австрали хушшинчи тинӗсре сапаланса выртакан утравсем хушшинче нумайччен аташса ҫӳренӗ. Географ ҫав сӑмахсене Талькава куҫарса пачӗ те, лешӗ тӗлӗннипе пуҫне силлерӗ. Ҫав кӗрӗлтетнӗ сасӑран сехӗрленсе тарман-ши вӑл чӗрчунсем? Вӗсене ӗнтӗ тем пысӑкӑш пӑрахутсем, мӑрйисенчен тӗтӗм капламӗсем кӑларса, ҫыран хӗрринче кӗтсе тӑнӑ. Стаканӑмӑрсемпе пӗр вӑхӑтрах шыв ӑсрӑмӑр та, вӑл мана пӑшӑлтатса каларӗ: — Эсӗ Лиговскисемпе паллашасшӑн мар-и!.. Хыр турачӗсем хулӑннӑн витсе лартнӑ аслӑк айне ҫутӑ вырӑнӑн-вырӑнӑн пачах кӗреймест. Унта нимӗн витерме пултарайман мӑнаҫлӑ пӑчлӑх тӑрать, чи варринче ҫеҫ таҫтан-амакран шӑвӑнса тухнӑ пайӑрка сасартӑк йывӑҫсен вӑрӑм йӗркине ҫап-ҫуттӑн ялтӑртаттарса ярать те ҫӗр ҫине вара ҫинҫе кӑна тӗп-тӗрӗс ҫул пӑрахса парать, — Оберонпа Титани чаплӑн иртсе каймалли эльфсемпе эрешлесе илемлетнӗ аллея евӗр, питӗ ҫутӑ, капӑр та калама ҫук хӳхӗмскере. Эпӗ пусмапа анас тенӗччӗ те вӗсене куртӑм. Павел унӑн сӑмахӗнче чӗререн тухакан сасӑ илтеймерӗ, вӑл аллине Цветаев чӗркуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗрех, пӑлханса калама пуҫларӗ: — Эсӗ калас теместӗн пулсан, хам калӑп. Мӗнле савӑнтӑм эпӗ, кантра ман пӳрнесене хытӑ тивсе ыраттарсан — юлашкинчен вара юри асӑрханусӑр пек пулма тӑрӑшрӑм, анчах хӗр мана юри йӗкӗлтерӗ, ман тӑснӑ пӳрнемсене тӗкӗнмерӗ! Маншӑн кӑна калама та хӑрушӑ; анчах тата хӑрушӑраххи… ӗмӗрлӗхех вӗт, Евгений… шухӑшласа пӑх-ха, мӗнле… Вӗсем ҫав тери хӗрсе кайса, пурин ҫинчен те манса кайсах юрларӗҫ, ҫавӑнпа та машина сасартӑк чарӑнсан, вӗсем хаҫат ҫыххисем ҫинчен чутах ывтӑнса каятчӗҫ. — Ҫапла-и е ҫук-и, — ун ҫинчен яланах ҫирӗппӗн калас пулать. Вӑл ун авӑнчӑк хӗрри айӗнчен Санин ҫине пӑхса илчӗ те каллех карҫинка ҫине ӳпӗнчӗ. Ҫӗрле чӑтлӑхсенче тискер кайӑксем, ягуарсем тата Арканзас кашкӑрӗсемпе койочӗсем улаҫҫӗ. Вутран ытти тискер кайӑксенчен пуринчен те сахалтарах хӑракан хӑрушӑ сӑрӑ упасем хӑш чух урапа ҫывӑхнех пыраҫҫӗ; тӗттӗмре вара пӑшал сасси тата: «Вӗлер тискер кайӑка!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе каять. Мускав — хула вӗт! Корчагин пӳлӗмре пӗчченех. Эпӗ ӑна ҫав самантрах палласа илтӗм. Энрико пусма патӗнче чарӑнчӗ те Артур ҫине тинкерсе пӑхрӗ, лешӗ хулпуҫҫисене сиктерсе ҫеҫ илчӗ. Ҫыхӑну минутсерен татӑлать. Вара вӗренессе хӑҫан вӗренӗпӗр-ши? Вӑл халӗ ача пекех вӗт, кирек мӗнле сӑмаха та ӗненет. Крэнкбиль ним тума аптӑранӑ, анчах ӗмӗтне ҫапах татман-ха вӑл, мӑкӑртатса илнӗ: — Ӗнесене вилӗм! — Ҫӗпӗртен-ҫке, анчах Обь тӑрӑхӗнчен. Халиччен, дивизи штабӗнче ӗҫленӗ чух, вӑл яланах вӑрҫӑ хирӗнчен инҫетре пулнӑ-мӗн. Халь ӗнтӗ унӑн ни Мускаври хваттер ҫӑраҫҫийӗ, ни телеграмма янине кӑтартакан квитанци, ни телеграмми ҫук. Вӑл унӑн кӑмӑлне пӑсас темен пулас ҫав. Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ. Шырать, шырать хӑйӗн вырӑнне — тупаймасть, тӗрлӗ ҫӗре ҫите-ҫите ҫапӑнать, тӗк-ҫӳҫӗ ҫеҫ пӑрӑлтатса тӑрать, — усси ҫапах та ҫук… Тен, эпӗ те йӑлӑхтартӑм сана?» Эс вӑл хӗрачана хулиганланма вӗрентетӗн, тет Ольга. Славяносербскра наукӑсене вӗрентмелли заведенисем ҫук унта. Анчах вӗсем хушшинчи уйрӑмлӑх та уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ: ашшӗ пур ӗҫе те хӗрӳллӗн тытса тунӑ. А эп сана ӗнер кунӗпе, ҫӗрӗпе шырарӑм, анчах ир енне хам та пӑтрашса кайрӑм вара. — Ҫапла, анчах пӗр условипе: хӗрарӑм та унта патша арӑмӗ пултӑр. — Тавтапуҫ турра, пурте йӗркеллех, — терӗм эпӗ. Половцев вӑл кун нихҫанхинчен те савӑнӑҫлӑ пулчӗ, Яков Лукичпа та кӑмӑллӑ калаҫрӗ. — Темскер, савӑнса пурӑнакан ҫын евӗр хӑтланать!.. Талькав хӑйӗн тусӗсене яхта ҫинчен антарнӑ шлюпка патне ҫитиех ӑсатрӗ, Роберт кимӗ ҫине кӗме кӑна тӑнӑччӗ, ҫак минутра ӑна патагонец хӑйӗн аллисем ҫине илсе куҫӗсенчен ҫемҫелнӗ кӑмӑлӗпе пӑхрӗ. (Тинех ӗнтӗ, — шутларӗ Санин, — мухтав турра!) Сан халех кунтан каяс пулать. Атя, атя! — Ҫыннисене вара? Хӑрушӑ пулӗ тесе эпӗ ахалех сӗмленнӗ иккен. Эпе бомбӑсене те пуҫҫапмастӑп, хӑрасса та ыттисенчен сахалтарах хӑратӑп пулас. Ха! Пулни-иртнинче хӑш-пӗр япала палӑрсах ҫитмерӗ пулсан та, халь вара пурте паллӑ. Тытса пӑрахнисем хӑрушӑ пулнӑ, хӑраса ӳкнӗ тата ҫилленнӗ полковник сывӑ мар ҫыннӑн аллипе урисене сӑнчӑрланӑ кӑна мар, ӑна тата койка ҫумне чӗнсемпе ҫыхса хума хушнӑ. Чӗнсене хытӑ туртса ҫыхнӑ пирки, вӗсем кӑшт хускалсанах ӳте касса кӗнӗ. Лаша валли вырӑн хатӗрленӗ. «Э-э, вӑт усал! — мӑкӑртатнӑ вӑл, хӑйне пӑхӑнман кинӗ ҫинчен шухӑшласа. — Пӗр минута чарӑн-ха, — кайма пуҫланӑ Серёжӑна тытса чарчӗ Мендель васкаса. — Ҫук… Каҫхине Клавдия Михайловна палатӑна эмелсемпе пычӗ. Ӑна эпир шӳт туса ҫеҫ ҫапла хӑтлантӑмӑр! Ирӗкре ҫӳрекен лашасене алла вӗрентсе мӗнпур Америка ҫӗрӗнче мухтава тухнӑ рестреадорсен ҫурчӗсем сайралса пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та тепӗр чухне милӗ-милӗпе кайсан та экспедицин ҫулӗ ҫинче пӗр ҫурт ларни те курӑнмасть. Питех те ватӑлса ҫитнӗ стариксем те пӗр кун та пулин пурӑнма тӑрӑшаҫҫӗ, вилӗм ҫине пысӑкран та пысӑк инкек ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Хӑрах куҫӗ унӑн хупӑннӑ пекех пулчӗ, тепринпе чалӑштарса пӑхать — ун ҫине пӑхсан сехрӳ хӑпса тухӗ ҫав. Андрей ӑна питӗнчен чышса ҫӑварне хупласа лартрӗ, унтан вара хыпалансах, малтанах хатӗрлесе хунӑ тутӑр татӑкӗ чышса тултарчӗ. Вӑл унта пулчӗ-и вара? Пӗр Михин подпоручик ҫеҫ ун аллине шывланнӑ куҫсемпе вӑраххӑн та хыттӑн чӑмӑртарӗ, анчах ним те каламарӗ, хӗрелнӗскер, васкаса, мелсӗррӗн тумланчӗ те тухса кайрӗ. — Мӗн? Лешӗ тата ытларах ҫиме пуҫлать! тепӗр чашӑкне те тӗппипех ҫисе ярать! — Мережкова ӑна акӑльчан чӗлхине вӗрентет. Вӑл хӑйпе пӗрле шашка тата авӑрланӑ пӑшал илнӗ пулин те, казаксем унран ютшӑннине курсан, ку ӗҫе пачах хутшӑнмасӑр юлма шут тытрӗ, мӗншӗн тесен, ун шучӗпе, хӑй хӑюллӑ пулнине отрядра чухнех кӑтартнӑ ӗнтӗ вӑл, ҫитменнине тата вӑл халь хӑйне ҫав тери телейлӗ туйрӗ. Сиртенех пуҫлар. Эп мӗн каланине итлесе пӗтерсен, ман проект ҫинчен ыранах Главсевморпуть начальникӗпе калаҫӑп, тесе пӗлтерчӗ. Колорадона индеецсем «Кобу-Лебу» теҫҫӗ, вӑл «пысӑк шыв» тени пулать. 1848 ҫулта Геннеди Ҫурҫӗр Австралинчи Виктори шывӗн тӑрӑхӗнче шыравсем туса ирттернӗ; Вӑл пуҫне алӑкра кирлӗ виҫерен ытларах пӗшкӗртсе тухса кайрӗ, эпӗ хам кӗркунне кунтан тухса кайсан авантарах пулать пулӗ, тесе шухӑшласа, ҫывӑрма выртрӑм. Залрисем вӗсене хыттӑнах кӑшкӑра-кӑшкӑра илкелерӗҫ. Вӑл ҫавӑнтах Санина хӑйӗн мӗнпур вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса пачӗ. «Турӑҫӑм, мӗн япала ку? — шухӑшларӗ Ромашов, трюмо ҫумне ҫат ҫыпӑҫса ларнӑ евӗрех хытса кайнӑскер; хӑй вӑл шурса кӑвакарнӑ питне тӗкӗр витӗр тӳп-тӳррӗн пӑхать, хӑй ӑна курмасть; чӗри те унӑн, сиссех тӑрать, чирлӗн тӗпӗртетсе, урлӑн-пирлӗн те ылмашӑнчӑклӑн тапать. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Вӗсем кимӗпе килчӗҫ. Анчах та Оленин халь ун чухнехи пек шутлашмарӗ ӗнтӗ, кунта хӑй мӗн шухӑшланисем тата мӗн тунисем пурте «кирлӗ пек пулман» тесе каламарӗ ӗнтӗ. — Ну мӗнех вара, — терӗм эпӗ, — хӳме хыҫӗнче хамӑрӑннисем пулсан унта каймалла. — Манӑн ывӑлӑм, аттеҫӗм. Ну, вот, кайнӑ пулӑттӑм эпӗ унта… вот… вара… ӗнтӗ… Эпӗ кунта ӑнлантарса пама мар, хам ӑнлантару ыйтма килнӗ. — Эсӗ нихҫан та кун пек пулман. Шура икӗ ҫула кайсан, унӑн амӑшӗ вилнӗ, ашшӗ вара ӑна хӑй пӑхса ӳстернӗ. Унӑн арӑмӗ, тинкерсе итлесе ларса, тутисене ҫуллакаласа илет те сӗтел айӗнчен хӑй урипе ман урана тӗртет. Ӗҫетпӗр-и? Ҫавӑн чухнехи йӑла йӗркипе, ларнӑ ҫынсем черечӗпе тав курки сӑмахӗсене ҫаптараҫҫӗ. Христос — вӑл кӗлмӗҫ мар, турӑ ывӑлӗ, вӑл чӗррисене те, виллисене те чаплӑ суд тума килет тесе ҫырнӑ — виллисене те, асту! Хирӗҫ тухса калани йышӑнас мар тенине пӗлтерет. Трюм шӑтӑкӗнчен тӑхлан тӗслӗ пӗлӗт татӑкӗ курӑннӑ. Вӗсен сассине илтсен, Давыдов ирӗксӗрех йӑл кулчӗ. Ҫырса хур ӑна паянтан пӗтӗм юр-вар илсе тӑма, эсӗ, стрепке, ӑна пӑтӑ антарса пар, хырӑмне кӗриччен ҫимелӗх! Пирӗн вӑхӑтра ҫав ҫуртра Зунд тинӗс пырне кӗрекен вырӑна хураллакан ҫын пурӑнать. Военком, малалла кайма хатӗрленсе, лаша ҫинчех ларать. Ытти афишӑсенче вӑл, урӑх хушаматлӑ ҫын пулса, тӗрлӗрен мыскарасем туса тӗлӗнтерет: мӑйӑр йывӑҫҫин хуллипе шыв тата ылтӑн шыраса тупать, ылхансене сирсе ярать тата ытти те. Вӑл иккен хамӑртан ҫӳлерехре пыракан «мессер» мӗлки. — Такам килет унта, — терӗ вӑл, — Марийка мар-ши? Тавар илме хӗрарӑм пырса кӗрсен, хуҫа аллине кӗсьерен кӑларса, уссийӗсене тӗрткелесе илет те, кӑмӑллӑн кулнӑ пек тӑвать; унӑн пит ҫӑмартисем пӗркеленсе каяҫҫӗ, анчах тӗксӗм куҫӗсем улшӑнмаҫҫӗ. Мӗн? — илтӗнчӗ сасартӑк Инсаров сасси. Мӗн вара? — терӗ. — Кун-ҫулӗ ҫавӑн пек сирӗн, ҫав шӑпапа ҫуралнӑ! — Чӑнлӑха шырӑр, ӑна упрӑр, сирӗн пата таса сӑмах илсе килекене ӗненӗр, чӑнлӑхшӑн хӑвӑра ан шеллӗр! Эсир мӗне асӑрхатӑр вара? Пӳрт йӗри-тавра та, унӑн тӑррине те юр хӳсе лартнӑ. Анӑраса кайнӑ герой ура ҫине сиксе тӑнӑ, мӑш-мӑш тутарса силленкелеме тапратнӑ. Марийкӑн пуҫ тутӑрӗ йывӑҫ тӗмӗсем тӗлӗнче вӗлтлетме пуҫласан, вӑл ҫӗрелле лач! сурчӗ. Мекеҫленнипе хӑмла ҫырли пекех хӗрелсе кайнӑ Ҫемен миххине урлӑ ытамласа тытрӗ те йӑтса уттарчӗ… Вырӑнти националистсем маориецсен ватӑ ҫулпуҫне Потатауна король тӑвасшӑн пулнӑ, ҫӗнӗ королевствӑн столицине вара вӑл пурӑнакан, Вайкатопа Вайпа шывӗсен хушшинче ларакан ялта тума шутланӑ. — Тихон-и? 1820 ҫулта Пӗрлешӳллӗ Штатсем, 1824 ҫулта Англи ҫӗршывӗ: «Чурасен суту-илӗвне тинӗсри вӑрӑ-хурахла ӗҫпе танлаштаратпӑр, чура сутуҫисене вӑрӑ-хурахсене мӗнле пӗтернӗ, ҫапла пӗтерме пуҫлатпӑр!» — тесе хыпарланӑ. — Кам ҫав, хура тумтир тӑхӑнни? — ыйтрӗ Володя Мельниковран. Ку, тен, аван та-и: вӗсем тӗнрен ҫӑмӑлтарах хӑтӑлма пултараҫҫӗ, вӑл вӗт питӗ сиенлӗ япала. — Такмакне пӗлмест! — кӑшкӑрчӗҫ Дрёмов ҫыннисем, анчах ҫак самантра Артамонов хаяррӑн мӗкӗрни илтӗнчӗ: — Олешка — вӗлеретӗп! Эпӗ хирӗҫмерӗм; Анчах пӗррехинче Алексей ӑна эрех ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ, ӳсӗр упа ташланӑ, чике мӑйраки хуҫнӑ, мунча тӑррине хӑпарса кайнӑ та, мӑрьене сӳтме тытӑнса, кирпӗчсене аялалла кустарса антарма пуҫланӑ: рабочисем, пӗр ушкӑн пухӑнса, ун ҫине пӑхса ахӑлтатса тӑнӑ. Ҫав хушӑра «Дункан», фор-стень-стакселне тӑратса, ҫыран хӗрринелле вӗҫтерсе пырать. Вӑл мӗн тери хӑвӑрт пынине курсан, сехре хӑпать. Пилӗк е ултӑ тискер ҫын сӑвайсем тӑрӑх аялалла шуса анчӗҫ те вӗсене тытса тӑракан урлӑ каштасем ҫине вырнаҫрӗҫ, — хӑйсем акӑш-макӑш ҫуйхашрӗҫ. Ун вырӑнне кимӗ ҫинче шӑплӑх. Епле суккӑрланнӑ пулнӑ иккен хам! — Реостатсене хута ярӑр. Хӑна йышӑнмалли пӳлӗме вӑл пальтопа, шлепкепе кӗчӗ; хуллен, урисене сарлакан пусса, кӗлисемпе шаклаттарса кӗчӗ; унтан тӗкӗр патне пырса тӑчӗ те, пуҫне сулкаласа, тутисене ҫырткаласа, чылайччен хӑй ҫине пӑхса тӑчӗ. — Эсӗ хӑвӑн пайна ҫисе ятӑн вӗт. Хӑш фронтра сыхлатӑр-ха пирӗн пек тыл халӑхне? Гусев вӑрҫӑсемпе тапӑнусем пирки, ӑна е кӑна ҫапса антарни ҫинчен кала-кала кӑтартать, — кун пирки пӗр кӗнекере те вулаймастӑн. Ха, лӗркеҫҫӗ! Ҫавӑнтах вара пӑлханса ӳкнӗ, хыпкаланчӑк сасӑсем пӗр-пӗрне пӳле-пӳле картишӗнче кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ. Ромашов алӑкра пӗр-пӗчченех. тӑрса юлчӗ. — Сӑхман аркине уҫса Титок хӑяккӑн Нагульнов ҫине пӑхса илчӗ. Ӗҫ мар, питӗрмелли пӑка анчах… Эпир гротра ларнӑ чухне аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пуҫларӗ те пире ҫур сехет ытлашширех тытса тӑчӗ. Огнянов хӑй те ӑшӗнче пӗр хут кӑна мар халӑх пирки шухӑшланӑ та, халь ак халӑх та хӑйне ертсе пыракансене тиркесе калаҫать. Мӗншӗн эсир пулӑ тытма пымарӑр? Вӗсем вӑрҫӑри аслӑ ҫӗнтерӳсене паттӑрсем мар, хӑравҫӑсем тунӑ тесе, ӑслӑ канашсене ӑслӑ ҫынсем мар, ухмах ҫынсем панӑ тесе, тӳрӗ кӑмӑл тӳрӗ ҫынсен мар, йӑпӑлтатакан ҫынсен пулать тесе, Римри паттӑрлӑха римлянсем мар, Рима сутакансем тунӑ тесе, турра ӑна ӗненекенсем мар, ӑна хирӗҫ тӑракансем хӳтӗлеҫҫӗ тесе, тӗрӗслӗх тӳрӗ ҫынсен мар, элекҫӗсен пулать тесе ӗнентереҫҫӗ. — Чӗрӗ вӗсем, Уэлдон миссис! — пӗлтерчӗ Дик Сэнд. Шурлӑх тӗлӗнчен иртсен, Костя вӑрӑммӑн пусса утакан Серьга Хахая хӑваласа ҫитрӗ. Ӑҫта халӗ вӑл? Ҫывӑрасса вӑл асӑрхануллӑн, канӑҫсӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗ. Кӑнтӑрла иртсен, кӑшт каннӑ хыҫҫӑн, пӗчӗк ушкӑн сӗвек тӑвайккине хӑпара пуҫларӗ. Ӑслӑх-тӑнлӑха Эрос вӑйӗ пӗтерет-аркатать. — Агитатор, анчах ҫывӑрса кайрӗ-ха вӑл, ывӑнса ҫитнӗ, — вӑтанчӑклӑн ответлерӗ лавҫӑ. Лайӑх ҫисе тӑраннӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйсене ҫупӑрласа усракан омбу йывӑҫҫи ҫинче сунарта питӗ чаплӑ ҫӳренисем ҫинчен каласа пама пикенчӗ. Ун сӑмахӗпе омбун ҫулҫисемпе тураттисем никам пырса кӗмен чӑтлӑх вӑрмансем пулса тӑраҫҫӗ. Мӗнле тивӗҫпе? Хӗрарӑмсем нумайӑшӗсем казаксенчен вӑйлӑрах та, ӑслӑрах та, илемлӗрех те. Тепӗр эрнерен цеха аслӑ инженер Стриж пырса кӗчӗ, цех ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларать. Енчен ӑна систереймесен, пӗтереҫҫӗ ӑна. — Мӗншӗн ҫилленӗм-ха эпӗ Лукича? — Aufstehen! — кӑшкӑрчӗ Озеров. — Ну, кала, мӗн унта санӑн? — А-анчах Доминикинӑна кам та пулин пулӑшмаллах ӗнтӗ! — Ну, юрӗ, юрӗ! Лена шуралса кайрӗ. Ӗлӗк-авал ҫак станицӑсем чылайӑшӗсем ҫыран хӗрринчех пулнӑ; анчах Терек, ҫулсерен тусенчен ҫурҫӗрелле пӑрӑнса пырса, ҫырана ҫисе кӗнӗ. Марс ҫинче каналсем пуррипе ҫукки ҫинчен пыракан тавлашу ытти планетӑсем ҫинче пурнӑҫ пурри-ҫукки ҫинчен пыракан тавлашу патне илсе пырать. Ан кутӑнлашса тӑр… — терӗ те казак, хӗрарӑмшӑн намӑс сӑмах хыттӑн персе ячӗ. Хӑранипе ун сасси чӗтӗрет тата чарӑна-чарӑна ларать. Ерошка мучи, хулпуҫҫи ҫине пӑшал ҫакса тата сунара каймалли пур хатӗрсене те уртса янӑскер, алӑка уҫса кӗнӗ чухне Оленин ҫывӑратчӗ-ха; Ванюшка вӑраннӑ пулин те, вырӑн ҫинчен тӑмасӑр, вӑхӑт е вӑхӑт мар тесе шутласа, йӗри-тавра пӑхкаласа выртрӗ. — Миҫе сехет ҫитрӗ? — ыйтрӗ вӑл. Вӗсем ун ҫинчен пӗр сӑнчӑрне те пулин хывмалла, — сӑнчӑрӗсем питӗ йывӑр, — е ӑна шывпа ҫӑкӑр кӑна мар, какайпа пахча-ҫимӗҫ те памалла тесе калаҫҫӗ пулӗ тенӗччӗ эпӗ, анчах ҫак шухӑш нихӑшӗн те пуҫне те кӗмерӗ, хам эпӗ ку ӗҫе сӑмсана чикмесен лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑм, каярахпа, шӑв-шав иртсе кайсан, тухтӑр сӑмахӗсене Салли аппана каласа парӑп терӗм, таркӑн негр хыҫҫӑн кимӗпе хӑваланӑ чух Сид аманни ҫинчен мӗншӗн калама маннине ӑнлантарӑп терӗм. — Англин адмиралтействине пирӗн халех «Дункан» ҫинчен пӗлтермелле. Ҫав самантрах эпир акӑлчансем пулнине туйса илчӗ те, пире тем те пӗр вӑрҫса, ҫурӑмпа-ҫурӑм туса икшерӗн ҫыхса тинӗсе пӑрахасси ҫинчен пӗлтерчӗ. _______________ Ытла ирччӗ-ха эпӗ куҫа уҫса пӑхнӑ вӑхӑтра — тӑватӑ сехетсем пурччӗ пулас. Ахӑлтата-ахӑлтата, киленнипе пӳрнисемпе ҫатлаттара-ҫатлаттара, Чумандринӗ бокалсене тултарсах тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл нумайлӑхах асӗнче юлнӑ, темӗнле питӗ кулӑшла анекдотри сӑмах ҫаврӑнӑшне пулас, каласа пычӗ: — Ҫыр, Карапет, формине пӗлетӗн! Нестеренко та унран кая мар хумханчӗ, анчах ҫакна палӑртмарӗ, хӑмӑр, халӗ ӗнтӗ салхуланнӑ куҫӗсене хӗскелесе, ӳсӗркелесе ларчӗ. Гленарван тивӗҫсӗр мар йышӑнать, малашне шыраса ҫӳресси пулмасть, тет вӑл. Анчах тепӗр хут тытамак тытнине вӑл чӑтса ирттереймӗ, — терӗ. Ун ҫинчен эп йӗркеллӗ калаймарӑм та — час-часах чарӑнкаларӑм, чи ҫӑмӑл сӑмахсем манӑҫрӗҫ, темшӗн хай, Кира кайран пӗлтернӗ пек, «м-м» текелесе чарӑнкаларӑм. Вӗсене манран тӑпӑлтарса илчӗҫ. — О, манӑн алла ҫакланасчӗ вӗсем! Кӑтартӑттӑм эпӗ вӗсене «Дункан» экипажӗшӗн. Пысӑк хупах Гленарван пичӗсем ҫинче ӗмӗрне пулман салхулӑх йӗррисене кӑтартрӗ. Аллинче унӑн финка ҫӗҫҫиччӗ. Дикарьсем сыхласа тӑраҫҫӗ пулсан, ӳкекен чул шапӑртатса аннипе вӗсем европеецсем тарнине сисме пултараҫҫӗ, вара ҫулҫӳревҫӗсем ҫине ик енчен те пӑшалсемпе пеме тытӑнаҫҫӗ. Лектӗр кӑна вӑл ача ман алла, калаҫнӑ пулӑттӑм эп унпа! — терӗ Ольга. — Турӑ ҫине? Пленумра пулнӑ ҫынсем лӑпкӑ урамсем тӑрӑх саланчӗҫ. Ку вӑл — сиенлӗ сывлӑм, шӑрӑх ҫанталӑк пуласса, тырӑ пулас ҫуккине пӗлтерет. — Лёшка, эсӗ-и? — лётчикӑн сасси чӗтренсе илчӗ, вӑрӑм куҫ хӑрпӑкӗсем йӗпенчӗҫ. Хӑрушӑ вӑхӑт пӗр сехет хушшинче пӗтӗм Клисурӑна пушатса хӑварчӗ те ту хушшине халӑхпа тултарчӗ. — Ҫӑмарта марччӗ ӑна, пӗлетӗн-и, мӗн кирлӗ, Василиса? — Ӑна эп илсе килтӗм! — сас панӑ Маякин. Пӗр-пӗрне улталаҫҫӗ кӑна пулсан, ӑна чӑтса ирттерме йывӑрах мар. — Ҫавӑ ҫав, капитан Кольхаун. Итле ҫеҫ сана — эсӗ ун пек те, кун пек те, анчах пичке ҫинчен анса кай. Ҫил шӑвӑҫ витнӗ ҫурт ҫине пырса ҫапман пулсан, ҫынсем автансем авӑтичченех ҫапла калаҫса ларнӑ пулӗччӗҫ. Кӗркунне сирӗн выльӑхсемсӗр пуҫне те аш лӑкӑрмах пулать, хакӗ те йӳнӗрех пулать. Эпир урӑх каяймастпӑр, пынӑ ҫӗртех шӑнатпӑр, каннӑ чухне те, ҫинӗ чухне те ниепле ӑшӑнаймастпӑр. Ку ырра марах. — Ҫапла, ҫулташ шыратӑп. Эпӗ Марс ҫине вӗҫетӗп. Юлташсем! Эпӗ, чӑх-чӗпсемпе тата ытти тӗрлӗрен чӗрчунсемпе супса, сулахаялла кукӑртса хунӑ тенипе хамах килӗшетӗп-ҫке-ха… Камран пуҫласа ярассине суйласа, Воропаев пӗр самантлӑха шухӑша кайрӗ. Сталина ҫакӑ Воропаев формулировкӑсем шыранӑ пек туйӑнчӗ пулас, ҫавӑнпа та вӑл ҫамкине кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерчӗ. Аннӑн куҫӗсем чарӑлса пӑхаҫҫӗ, куҫ тӗкӗсем кӑштах чӗтреҫҫӗ, ун ҫине вӑл тӗлӗнсе, ӑшшӑн пӑхать. Усадьбӑна час-часах пырса каякан «Хведько» старике те «ватӑ козак» тесе чӗнеҫҫӗ. — Хамӑн выльӑхшӑн-и? Лешӗ йывӑррӑн кӑна пӗр икӗ утӑм малалла ярса пусрӗ те, кайри урисем ҫине тӑрса, хаяррӑн уласа ячӗ. Каҫӗ тӗттӗм, йывӑҫсем шӑппӑн пӑшӑлтатаҫҫӗ; тӳперен уҫӑ сывлӑш анать, хула енчен укроп шӑрши килет. Сеялкӑсен вара, вунпӗр ретлин — 3,25 гектар, вунвиҫӗ ретлин — 4, вунҫичӗ ретлин — 4,75 гектар акмалла. Фома пӗр тапхӑр нимӗн те чӗнмен, унтан, чӳречерен пӑхса илнӗ те, именчӗклӗн: — Пӗлместӗп… Вулав пӳлӗмне ыранах лайӑх ҫурта куҫарап — иккӗмӗшне хуратас! Вӗсем логика енчен те, пурнӑҫ енчен те хӑйсем ССР Союзӗнчен тухасси ҫинчен ыйту лартма пултарайӗччӗҫ-и? — Мӗн выртмалли кунта? Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм. Тӑррине хӑпартнӑран кӳме ӑшӗнчен эпӗ нимӗн те курма пултараймарӑм, анчах темле туйӑм мана халлӗхе анне кунтах пулни ҫинчен систерчӗ. Суккӑр пичӗ ҫинче, ҫырса хунӑ пекех, вӑл ҫав тери хумханни палӑрать. Эсир ӑна хӗссе тӑкӑслатнӑ… — Утта, пирӗн утта, кӗҫӗр эс хушнипе турттарса кайнӑ-и? — тӳрех ыйтрӗ Давыдов. Ҫапах та вӑхӑт ӗнтӗ. Пурӑн, ан чирле, совет влаҫне, хамӑр колхоза усӑ кӳме мӑлатукпа тата ҫӗр ҫул шакка. Ейкеленет Бек. Вӑл чун-чӗререн парӑнма та, чи хаяр кӑмӑллӑ пулма та пултарнӑ. Кукушкин, манпа юнашар утса, хаяррӑн калаҫса пычӗ: — Пире пурне те ҫавӑн пек акӑ… Вӗсене те таса туса памалла-ҫке, ветеринарсем ҫапла калаҫҫӗ, факт. Ман патӑмра икӗ уйӑхранпа ӗҫлет вӑл, эпӗ унӑн айӑпӗсене халиччен курман. Ҫак ҫӗр айӗнчи тӗнчере пиртен пуҫне урӑх пӗр чӗр чун таврашӗ те ҫук. Ҫапла мар-и-ха ӗнтӗ, ывӑлӑм, ҫапла мар-и? Ҫав тискерлӗх чурасене пӑхӑнтарма пулӑшать, анчах ӑна пула ҫул ҫинче чурасен шучӗ ҫур караван чухлӗ чакать: хӑшӗ-пӗрисене тарма май килет, ыттисем Африкӑн шалти облаҫӗсенчен океан хӗрринелле пыракан караван ҫулӗ ҫине ӳксе юлаҫҫӗ. Ку вӑл ырӑ мар. — Ну! — тепӗр хут каларӗ Николай Антоныч. Индж форчӗ пӗр-пӗр пысӑк цивилизациллӗ центртан инҫетре пулнӑ пулин те, унта пурӑнӑҫ салху иртнӗ теме пулмасть. Чи малтан акӑ мӗн: халтерех ҫеҫ унта халиччен курман илемлӗ пит ҫамрӑк хӗрарӑм килсе вырнаҫнӑ. Анчах ӑна кӳрентерни пирки сасартӑк шухӑш килсе ҫапрӗ те, манра ҫавӑнтах тытса чармалла мар хаярлӑх хумӗ вӗресе ҫӗкленчӗ. Пӑрахса кайӗ, манӗ, ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗнчен чӗрсе пӑрахӗ-ши? Базаров пӳлӗм тӑрӑх утса ҫавӑрӑнчӗ, унтан Анна Сергеевна патне ҫывхарчӗ, васкавлӑн «сывӑ пулӑр», терӗ, унӑн аллине лешӗ кӑшт кӑна ҫухӑрса ярас пек ҫав тери хытӑ чӑмӑртарӗ те тухса кайрӗ. Яков масар ҫинчех юлчӗ. Ватӑ, анчах ӑслӑ козак Кирдяга паҫӑртанпах хӑйӗн куренӗнче ларнӑ, вӑл хӑйне мӗн пулса иртни ҫинчен пӗлмен пек тытнӑ. Ҫакна пире компас та кӑтартать тата пирӗн ирӗксӗрех тинӗсӗн ҫурҫӗрти ҫыранӗ хӗррине каялла тавӑрӑнмалла пулнинчен те паллӑ. — Вӑл ун вырӑнне тухма пултарать. — Эсӗ вара: «Палласа илеймест», — тетӗн. Пире вӗсем «мӑн хырӑмсем» теҫҫӗ, эпир вӗсене «ял айванӗсем» тетпӗр. Дворянсемпе священниксем вӗсен майлӑ тӑраҫҫӗ. Вӑл урайӗнче выртакан илемлӗ купана — ҫывӑракан виҫӗ ачана — ҫутатрӗ. Анчах урисем шыва тӗкӗнмеҫҫӗ. Эпӗ ӑна: датчанин, терӗм… Эсӗ вара мӗн хӑтланатӑн-ха? Мӗн тери шеллетӗп халӗ эпӗ, Мери Джейн мисс, мӗн тери шеллетӗп, калама сӑмах ҫитмест! Хӗлӗх пекех янӑрӗ вӑл, йынӑшӗ, анчах та унран юрӑ ан кӗт. Лар, каласа пар. — Мӗн ҫак эсӗ, Костя, пӗрмай хуҫана тиркетӗн? — ыйтрӗ Лозневой. Ҫил вӑйланать. Пехота иртейрес ҫук кунтан. Пулемётсенчен ҫулса тӑкаҫҫӗ. Вулӑс старшини кӑна, усӑнса аннӑ хырӑмне чӗркуҫҫисем ҫине вырнаҫтарса, ӑна тӑрӑшсах аллисемпе тытса, пуҫне чалӑштарса ларчӗ, пӗр вӑл кӑна сасӑсем пӗр пек юхса тӑнине итленӗ пек туйӑнчӗ. Пӗчӗк чӳречесене хурарах хӗрлӗ карӑсем таччӑн хупланӑ, анчах вӗсен хыҫӗнче ҫутӑ тюл тикӗссӗн те ярт-уҫҫӑн ялтӑрани сисӗнсех тӑрать. — Ялан ҫапла эсӗ, Гек Финн! Иккӗмӗш тесен-тӗк… Мӗншӗн Уйӑх ҫӑлтӑрсем хушшипе куҫса ҫӳрет? Вӗсем ҫинчен хӑрамалли сӑмахсем ҫав тери нумай ҫӳреҫҫӗ. Унсӑр совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче те ҫынсем, вӑлашка умӗнчи сыснасем пек, ҫав ылханлӑ муршӑн ҫапӑҫаҫҫӗ, тӗрткелешеҫҫӗ! Ӗлӗк тата, кивӗ йӗрке вӑхӑтӗнче, епле пулнӑ? — Эпӗ ҫапла шухӑшланӑччӗ те! — терӗ Зеб, акацирен арканса ларнӑ чӗлпӗре вӗҫертсе. Мӗншӗн выртмастӑн эсӗ? Уэлдон миссиспа Джек ҫак терт витӗр тухма пултараймарӗҫ пуль! Пӗр минутлӑха аҫа ҫури тӑна кӗчӗ, салхулланса та тем ҫинчен аса илнӗ пек, мачча ҫинелле пӑхрӗ, унтан хӑйӗн типшӗм аллине ман паталла куҫарчӗ. Тахӑшин начаркка хулпуҫҫийӗ унӑн алли айне пулчӗ, тахӑшин кӑштӑрка аллисем ӑна тепӗр енчен шинель ҫаннинчен ярса тытрӗҫ. Хӑйӗн ҫулӗсем пур пулин те, Гоголев сапах та вӑйлӑччӗ: пире кӗтмен-ҫӗртен тапӑнса, час-часах хӗне-хӗне тӑкатчӗ; хӗнесе тӑкатчӗ те унтан хуҫа майрине каласа кӑтартатчӗ. Хӑшпӗр ҫынсен ӑсне вӗсен сассипе кулли тӑрӑх пӗлме май пур. Вӑл тӳрех форт патнелле чуптарса килет! Ку — ҫырусем килнине пӗлтернӗ. Ҫак самантра Лури, кабинӑран пӑхса, мана хӑй патне чӗнсе илчӗ, эпӗ ӑна аякран кӑна, хама ҫак япала ӑнсӑртран илсе кайса пӑрахнӑ аякри тӗнчерен тенӗ пек, темскер каларӑм пулас. Калаҫма чарӑнсан, эпӗ вӑл сывланине телефон тӑрӑх илтрӗм. Хамӑр чавнӑ ҫулпа эпир чиперех тухрӑмӑр, хӑвӑрт, пӗр шавсӑр: малтан Джим тухрӗ, ун хыҫҫӑн эпӗ, ман хыҫҫӑн Том — вӑл хӑй ҫапла тума хушрӗ. — Вӑл княҫпа пӗрле вӗренсе ларать, — терӗ те Катя, Люба ҫине пӑхса илчӗ. — Вӑрҫӑ пӗтсен. Малта ашшӗпе мӑшӑрлӑн Бат пырать, мӑйкӑча силлентерес мар тесе, асӑрхануллӑн пусма меллӗ вырӑн суйлать, мӗншӗн тесен ун хыҫҫӑн ҫав йӗрпех ашшӗн те иртмелле. Ҫакӑншӑн ӗнтӗ вӗсене комета тесе каланӑ та («комета» «ҫӑмламас ҫӑлтӑр» тенине пӗлтерет). Ҫар та, губернатор та килнӗ. «Тӑванӑмсем!» — тенӗ сӑмах тапса тӑчӗ амӑшӗн кӑкринче. Анчах цензура пире тен, темиҫе памфлет пичетлеме ирӗк парӗ. Эпир ҫав памфлетсене мӗн чухлӗ хӑвӑртрах ҫырӑпӑр, папӑн законӗсене ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах улӑштармалла пулӗ. Енчен эпӗ ун чухне калаҫма пӗлнӗ пулсан! Эсӗ тинӗс-ҫар училищине каясшӑн мар пулӗ-ҫке? Сывлӑшран кӑмӑллӑ мар кӳкӗрт шӑрши ҫапса тӑрать. Лешӗ, хӗҫ пек вӑрӑм француз штыкӗ тӑхӑнтарнӑ пӑшалне малалла тӑсса, Серёжа ҫине мулкач пек сиксе пынӑ, Сергей унӑн хаяррӑн чарса пӑрахнӑ куҫӗсене пӗр самантлӑха ҫеҫ курса юлчӗ. Гарри Грант пирвайхи инҫе ҫулсене кайсассӑнах хӑй маттур моряк пулассине кӑтартнӑ. — Ҫук, нихӑҫан та тытӑҫса курман, — терӗ пиччӗшӗ. Шӑрчӑк ҫавӑн пек чӗриклетнӗ чухне Алексее такам, путмар сакки ҫинче пытанса, шӑлӗсемпе минтерӗ ҫыртса шӑппӑн макӑрнӑ пек илтӗннӗ. — Эпӗ пӗр ҫыру та илмен-ҫке. Вӑрҫӑччен кунта питӗ лайӑх та лӑпкӑ пулнӑ пулмалла. — Ку лайӑх шухӑш, — терӗ хирӗҫ индеец юлташӗ. Вӑл пӳлӗмӗн тепӗр пуҫнелле кайрӗ те, чӗркуҫленсе ларса, вучахӑн пӗр хыҫал енчи плитине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, унтан пӗр михӗ туртса кӑларчӗ, михӗ ӑшӗнче чӑнкӑр-чӑнкӑр туса илчӗ. Темиҫе ҫеккунтлӑха чарӑннӑ та куҫне хӗсерех пӑхнӑ хыҫҫӑн вӑл Николаева палласа илчӗ. Вӗсем сарра яракан, пуҫа ҫавӑрттарса аташтаракан, усал шӑршӑ сарса пӳр юхтаракан, тӑранма пӗлмесӗр апат ҫитерттерекен, вар-хырӑмра апата ҫӗртерттермен тата нумай ытти тӗрлӗ чирсемпе те чирлесе асапланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ученӑй доктор сенат пухӑннӑ чухне кашни хутӗнче, малтанхи виҫӗ заседанийӗ пынӑ вӑхӑтра унта темиҫе опытлӑ врача командировкӑна яма хушать. Пренисем пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫак врачсен кашни сенаторӗн пульсне хыпашласа, вӗсен сывлӑхне тӗрӗслемелле. Каламасӑрах паллӑ, сунара тухиччен «Пилигрим» экипажӗ карапа дрейфа кӗртрӗ, урӑхла каласан, рейсене икӗ мачта парӑсӗсене тӗрлӗ еннелле туртмалла пӑрса хучӗ, карап вара чарӑнсах ларчӗ. — Фратю, эс ҫакна ан ман: вӑкӑра мӑйракинчен ҫыхаҫҫӗ, ҫынна — чӗлхинчен! — шӳтлерӗ Илийчо Ӑслай. Вӑл сасартӑк шӑпланчӗ, пӗшкӗнсе, кӗтесре выртакан симӗсленсех кайнӑ пӗчӗк пӑхӑр арчана ҫӗклерӗ. — Ах, Дмитрий, мӗнле кунсем, мӗнле тискер кунсем! Пӗтӗм поход — юртӑпа. Поляксене сӗветтӗмӗр кӑна: «Варшава — пирӗн!» Варшава патӗнче ӑнӑҫтараймарӑмӑр, — пехота пулӑшаймарӗ. Ҫапах та лоцман хирӗҫ тавӑрса каланӑ сӑмахсенче вӑл пӑшӑрханни сисӗнчӗ. Тӳпе каллех пӗлӗтсемпе хупланчӗ, — вӗтӗ, ӑшӑ ҫумӑр хумсем ҫине савнӑҫлӑн шӑпӑртатса пӗрӗхме пуҫларӗ. Эпӗ кунта мӗнле чулсем, тӑпрасем тӗл пулнипе сахал интереслентӗм; анчах профессор вӗсене сӑнаса ҫырса пычӗ пулас; ҫапла вӑл пӗрре, чарӑнса тӑнӑ ҫӗрте, мана ҫапла каларӗ: — Эпӗ мӗн чухлӗ малалла пыратӑп, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах шӑна пуҫлатӑп. Ирчченех ҫывӑрса каяймастӑп ӗнтӗ. — Ухмах! — Акӑ каллех эпӗ ухмах пулса тӑтӑм… Эпӗ пӗр ӳстермесӗрех ҫапла калатӑп: хам хуҫа ӑслӑ калаҫӑвӗнчен тата вӑл хӑйӗн тусӗсемпе калаҫнинчен эпӗ усӑллӑ шухӑшсемпе ӗҫсем ҫинчен пӗлтӗм. — Вулкан мар-ши вӑл? — тесе ыйтрӗ вӑл ҫӗр ҫине труба витӗр пӑхакан Паганельрен. Юратнӑ черлӗхӗм, манӑн лайӑх юлташӑм, эсӗ ӗнтӗ ҫук пултӑн! Том таврӑнсанах эпир сад ҫумӗнчи сукмакпа чупрӑмӑр та ҫурт хыҫӗнчи сӑрта улӑхрӑмӑр. — Сана мӗн ӗҫ? Вӑл пуҫне тайрӗ те япшаррӑн хуравларӗ: — Пытанмастӑп. «Тӑвӑллӑ ҫумӑр», — шухӑшларӑм эпӗ, — чӑнах та тӑвӑллӑ ҫумӑр иккен, анчах вӑл питӗ аякра, аслати авӑтни те илтӗнмест; тӳпере кӑна туратланса кайнӑ евӗр, вӑрӑм та тӗксӗмрех ҫиҫӗм ҫиҫет; вӑл ытлашши ялтӑртатса та ҫуталмасть, вилекен кайӑкӑн ҫуначӗ евӗр чӗтренсе турткаланать. Вара вӑл малалла, пӳлӗме ыткӑнчӗ. Ахӑртнех, вӑрӑ-хурахсем картӑна шыранӑ пулас. Урайне пылчӑк сийӗпе хупланӑ, ку пылчӑка вӑрӑ-хурахсем хӑйсем ӗҫкӗпе иртӗхекен шурлӑхлӑ вырӑнтан ури тӗпӗсемпе илсе килсе тӑкнӑ пулас. — Эпир ветхий завета, математикӑна, географине вӗренетпӗр. Унтан нумайӑшӗ ҫӗр ҫине хӑвӑрт-хӑвӑрт шуса анакан ҫавра мӗлкене курса ӗлкӗрчӗ. Вӑл Озерова тӗлӗнмелле лӑпкӑн та кӑмӑллӑн йышӑннӑ пек туйӑнчӗ. Увар Иванович сылтӑмалла е сулахаялла сулланса канлӗн харлаттарать. Пӑх-ха ӑна, эпӗ мӗнле ҫӳренине сӑнаса тӑма кӗрӗшнӗ! Давыдов ӑна сиввӗн чарчӗ: — Вӑл пирӗн ҫинчен хутор тӑрӑх темле сӑмах сарсан та, саншӑн ним те мар-и? Утӑ лавӗ куҫса пычӗ, казаксем ун хыҫӗнче лӑпчӑнса пычӗҫ. Ӑна кунта та тарават пӑхнӑ, февралӗн 20-мӗшӗнче Ливингстон отрячӗ Дилоло кӳлли хӗррине канма чарӑннӑ. Хӑй пит хаяр пулин те,Ун чух тутӑ пулнипе,Пит йӑвашшӑн арӑслан: «Мӗншӗн кӗтӗн ман киле?» Таупо кӳллин хӑрушӑ ҫыранӗсенчен епле пулсан та аяккарах каяс тесен, каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курмалла. Вӑхӑта Дмитрипе пӗрле ун амӑшӗн пӳлӗмӗнче ирттерес, калаҫас тата Варенька юрланине е вуланине итлес шутпа, эпӗ Дмитрий патне пӗррехинче каҫ пулттипе килсе ҫитрӗм; анчах ҫӳлте Безобедов ларатчӗ. Эпӗ аяла анма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен, ху куратӑн, ман патӑмра хӑнасем пур, терӗ мана хыттӑн Дмитрий. — Тӗрӗс, Том, тӗрӗс! Кунта пытарас та никама та шарлас мар пулать. Ҫапла вара, ҫак суя «Бенедиктӑн ултӑ ури» наука тӗлӗшӗнчен ним тӗшне те тӑмасть. Ку ытти нумай эрешменсем евӗрлӗ эрешмен ҫеҫ, унсӑр пуҫне тата уксах! Кӗркунне, пароход ҫӳреме пӑрахсан, эпӗ иконӑсем ҫыракан мастерскойне вӗренме кӗтӗм, анчах пӗр кунтан ман хуҫа майри, ҫемҫе ӳтлӗ те ӳсӗр ҫӳрекен карчӑк, мана Владимир тӑрӑхӗнче сӑмахланӑ пек ҫапла каласа пачӗ: — Кунсем халӗ кӗске, каҫсем вӑрӑм, ҫавӑнпа эсӗ ирпе лавкана ҫӳрӗн, лавкара мальчикра тӑрӑн, каҫсенче вара вӗрен! — терӗ. — Эсир вулама пӗлетӗр-и? «Урӑххине тупнӑ-тӑк, ҫӑва патне; хӗрсем сахал-им? Вӑл мана ахаль те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ». Николай васкасах куҫлӑхне хыврӗ, унтан ӑна каллех тӑхӑнчӗ те аппӑшне питӗнчен тинкерсе пӑхрӗ. Батюшка Владимир Андреевич, турӑ курать акӑ, пӗр тумлам ҫӑвара илмен… Мӗншӗн санӑн вӑл кӑшкӑрчӗ тесе калас килчӗ? Лешӗ, кӗске кӗрӗкне йӳле янӑскер, кантӑк янаххи ҫинче ларать, ҫӗлӗкне аллинче ҫавӑркалать, ним сасӑсӑр тутисене вылятать. Вӑл, кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнӑ пек, куҫӗсене хупсарах лартма хӑтланать, анчах ҫав виҫӗ пус укҫа калӑпӗш куҫӗсем хупӑнмаҫҫӗ те, ун пичӗ вара пӗтрӗнсе кайнипе темле лайӑх мар пек пулса тӑрать. Хӑйӗн тӗрӗслӗхне вӑл никам хирӗҫлемелле мар кӑтартса пачӗ. Хуть кордонра, хуть секретра — пурпӗрех. Пӑхӑр, ак ку пире хӗвеланӑҫӗнче тӗл пулнӑ Мункун утравӗ, ҫитес кунсенче ҫил пӗр улшӑнмасӑр вӗрсен, эпир ҫӗре хӗвелтухӑҫ енче ак ҫакӑнта курмалла. — Эпӗ Орлов хӗрӗпе пурӑннине эсир пурте пӗлетӗр, халӗ эпӗ унпа венчете тӑрасшӑн. Куҫран тӗксен те курӑнмасть. Вӗсем ункӑ туса, пуҫтарӑнса тӑнӑ. Унтан вӑл, ҫивитти ҫинчен ансан, сайра хутран Том ҫине пӑхса илсе, хамӑр запассене суйлама тата шутласа хума тытӑнчӗ. Гаврила, лачкам тара ӳкнӗскер, ҫаплах пӗтӗм вӑйӗпе ишет. Ҫӗр ҫӑтасшӗ, ҫапах та кӑшт та пулин кайса пӑхас пулать. Усал Голос рольне каярахпа ухмаха тухаканскерӗнне, Фратю господин вылять — ӑш вӑркатма вӑл ыттисенчен ытларах пултарать, халӑха тӗлӗнтерсех тӗлӗнтересшӗн тӑрӑшса, вӑл уйӑх ытла ӗнтӗ ҫӳҫне те кастармасть. Ҫавӑнпа лашасем часах манран хӑрами пулчӗҫ; мана курсан аяккалла хӑраса сикми пулчӗҫ, ман урасем патне ҫывӑхах пыракан пулчӗҫ. Ӑслӑланса каяс тесессӗн, тӗрӗс кӗнекесене, хура маги вуламалла, тата унта мӗнччӗ-ха? — Ҫапла, хӑвӑрах чухлӑр-ха, — старик хыҫнелле пӑхнӑ май пӑлханма пуҫласа, малалла каларӗ джентльмен. — Ӗнерхи пӑр мӗн туса хунине чухлатӑр-и эсир? Ҫур ял ырашӗ урапа таптаса ҫыпӑҫтарнӑ пекех пулса юлнӑ. Киле ҫитме тепӗр сакӑр ҫухрӑм юлчӗ; манӑн ырӑ та йӑлттам кӗсре тусанлӑ ҫулпа ҫӑмӑллӑн юртать, хутран-ситрен тулхӑрса илет, хӑлхисене вылятса сиккелентерет; кунӗпе хампа ҫӳресе ӗшеннӗ йытӑ, тарантас хыҫӗнчен кӑкарса янӑ евӗрлех кайри кустӑрмасенчен пӗр утӑм юлмсӑр, хашкаса чупать. Унтан ыттисем ҫуралаҫҫӗ; усаллине нимӗн те астумаҫҫӗ, анчах ыррине астӑваҫҫӗ. Эсир шӑнса пӑсӑлма, вилме пултаратӑр. Чӑрмантарнӑшӑн каҫарӑр… Разведчиксем лагертен тавӑрӑннӑ ҫӗре вӗсен юлташӗсем пӑртакках лӑпланнӑ. Анчах шӑп ҫав вӑхӑтрах пӳрт умӗнчи калинкке хыттӑн уҫӑлса кайрӗ. Кил хушшине пӗр ҫӑмламас качака пӗрхӗнсе кӗчӗ. Ҫӑмӗ ҫумне куршанак ларса тулнӑ. Пӗрхӗнсе кӗчӗ те, мӑйракине аялалла чиксе, сад варринелле ыткӑнчӗ. Ун хыҫӗнченех хайхи Женя паллакан ҫара уран хӗрача кӑшкӑрашса иртсе кайрӗ. Хӗнӗр ӑна! — Урӑх май тупасах пулать. Шиклӗ ӗҫ! Том алӑка яриех уҫса ячӗ, Джим чашӑкӗнчен какай татӑкӗ илсе, картишнелле ывӑтрӗ; йытӑсем какай хыҫҫӑн чупрӗҫ, Том та вирхӗнсе тухрӗ, ҫав самантрах каялла таврӑнса алӑка хупса лартрӗ; эпӗ ӑнлантӑм: сарай алӑкне питӗрсе килчӗ вӑл. Ха-ха-ха! Вӗсен ҫӗнӗ хуҫи араб купци пулчӗ, тепӗр темиҫе кунтан чурасене Танганьика кӳлли патне ӑсатма шутларӗ — чура караванӗсем ҫавӑнтан ытларах ҫӳреҫҫӗ, унтан — Занзибар факторийӗсене. Бондаренко сӑмахсене хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн тепӗр хут калать, вӗсене вӑл, паллах, малтан та пӗлнӗ. Андрейӑн тантӑшӗсем пурте харсӑр та чӑрсӑр, шавлама юратакан ачасем пулса ӳснӗ, — вӗсене пула ялта кансӗртерех те, савнӑҫлӑрах та пулнӑ. Вӑл ҫак ҫамрӑк пурнӑҫа ӑмсанчӗ, ӑна хӗрхенчӗ, унран тӑрӑхласа кулчӗ, тата халӗ хӑй аллине лекнӗ пек, урӑххисен аллине лекме пултарӗ тесе, уншӑн хурланчӗ те… Лагерь шыв хӗрринче, пысӑк уҫланкӑра ларать. «Вутлӑ шыв» мӗнле ҫуннине нихӑҫан та курман вӗсем, паллах, ҫуннӑ чухнех ӑна ӗҫме пулать тесе шутларӗҫ. Пурте хӑйсен пӳрнисене булавкӑпа шӑтарса юн кӑларчӗҫ те, унпа йӗпетсе, алӑ пусма тытӑнчӗҫ. Эпӗ те хут ҫине хамӑн палла лартрӑм. Сережка тинӗс ҫинчен пӗтӗм чунтан ӗмӗтленетчӗ, ашшӗн тимсӗрлӗхӗ е ӗҫлӗхӗ, тен, ӑна хурлантарать те пулӗ. Уйӑха вӑл пӗтӗмӗшпе хупласа илеймест пулсан, пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленменни пулать. Пӑлетӗн-и, мӗн тенӗ халӑх каларӑшӗнче: «Пырӑр пирӗн пата тӑпрас ҫинче ларма, пирӗн уяв шавне итлеме, сирӗн пата апата пыма вара хамӑрах тавҫӑрӑпӑр». Тӗттӗмленсе ҫитсенех, эпир ҫула тухрӑмӑр. Унтан сасартӑк, пӳрт пӗренине шӑтарса кӗнӗ пек, ҫав сасӑ чӳрече умӗнчех пӗтрӗ. Вара эпир стена пек чӑнкӑ ҫӳллӗ сӑрт хӗррипе кайса, чулсем хушшинчи кашни пӗчӗкҫӗ ҫурӑках, ҫавӑнтах ҫӗр айнелле анмалли галерея пуҫланса каймасть-ши тесе, пит тимлӗн асӑрхаса пытӑмӑр. Тӑр-ха ура ҫине, эпир сана халех ҫӗр ҫине ярӑпӑр, — терӗ вӑл кулса. Паян кунӗпех ҫимен. Ҫак йӑван хуҫи, уксах поляк, пиҫнӗ питлӗскер, пире хӑйпе пӗрле Туркестана илсе кайма пулчӗ, Туркестан хула мар иккен, вӑл ҫӗршыв. — Гаррис мистер, — терӗ вӑл, — хӑҫан ҫула тухӑпӑр? Артур майпен амӑш портречӗ ҫине пӑхса илчӗ, анчах ҫаплах пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Мӗнпур пулма пултарайми сӑнарсемпе ӗҫсем маншӑн чӑн пурнӑҫри пекех чӗрӗ пулчӗҫ, эпӗ автор пурри ҫинчен шухӑшлама хӑяймарӑм ҫеҫ мар, автор пурри ҫинчен те шухӑшламарӑм, пичетленӗ кӗнекерен ман умма чӑн-чӑн чӗрӗ ҫынсемпе ӗҫсем хӑйсем тӗллӗнех туха-туха тӑчӗҫ. Ыйтаҫҫӗ пулсан, эсрел таптаса кайтӑринех пире, вилӗпӗр те.. Вӑл ӑҫта иккенне никам та тавҫӑрса илеймӗ тесе, Джемма ҫав кӗтесе кӗрсе ларчӗ те ӗнтӗ. Пуҫ ыратасран хӑтӑлас шутпа вӑл сас-чӗвӗ ҫук ҫӗрте пӗччен канасшӑн пулчӗ. Вара ҫав тӗлӗнтермӗш килсе тухать ҫакӑн хыҫҫӑн. Эпӗ хам ҫумран вӑхӑт шӑва-шӑва иртнине туйса тӑратӑп. — Акӑ, куратӑн-и, ӑҫталла вӗсем ертсе каяҫҫӗ, кӗнекесем! Вӗсем Том, Бат, Остин, Актеон пулчӗҫ. Ҫав ҫын ман умра, ҫӗрлехи кӑвайт ҫутти пекех, ҫутӑлса карӗ, пит ҫуттӑн ҫунса тӑчӗ те сӳнсе ларчӗ, вӑл пурӑнӑҫа йышӑнманнинче темле чӑнлӑх пуррине систерчӗ мана. «Асту-ха, хорунжи хӗрӗ темерӗн! — шухӑшларӗ вӑл Марьянка ҫинчен, — шӳт тӑвасшӑн та мар, эсрел! Пӑлхава васкамасӑр, ӑслӑлӑх никӗсӗпе хатӗрленӗскер, ӗнерхи хыҫҫӑн та хыпаланманскер тата татӑклӑ йышӑну патне ҫитменскер — Гор ҫак самантра вӑранчӗ тейӗн. — Чуптӑвас килсе кайсан, тытатӑп та чуптӑватӑп, — терӗ те Лена, ӑна пуҫӗнчен аллисемпе тытса, хӑйӗн паттӑрлӑхне тӗрӗслесе пӑхнӑ пек, темиҫе хутчен куҫӗсенчен вӑраххӑн чуптуса илчӗ. Пӑлаки пӑрахса каяссине Фоман ӗненес килмен, юлашкинчен — Хусана ҫитиччен пӗр каҫ малтан — хӗрарӑм хӑйӗн сӑмахне тепӗр хут каласан, Фома тӗксӗмленсе кайнӑ, хӑйне пӑрахтарасшӑн мар пулса, вӑл ӑна ӳкӗтлеме пуҫланӑ. — Ну, эсир тата совета мӗн тума пыратӑр-ха? — Тӑхтӑр-ха, юлташсем! — терӗ Наташа сасартӑк. — Эсир-и? Траншея тӑрӑх команда панӑ сасӑсем янӑраса кайрӗҫ: — Отста-а-авить! Пурте сӗтел хушшине ларнӑ. Берсенев пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, унтан, шлепкине илсе, Стаховсем патне тухса утрӗ. — Халех пыратӑп! — алӑка уҫмасӑрах хирӗҫ тавӑрчӗҫ амӑшне. — Ним чухлӗ те йывӑр мар. — Апла, эсӗ, кукамай, каллех шутласа пынӑ. Вӑл тутине чӑмӑртарӗ те пӗр хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн хӑй сиввӗн ыйтрӗ: — Сире мӗн ӗҫ вара, ырӑ ҫыннӑм? — «Ну, мӗн кӑшкӑратӑн-ха эсӗ? — тенӗ ӑна лӑпкӑн Овсяников. — Мана ҫӗлӗкпе туя пар-ха…» Е тата: сӑмах ирӗклӗхӗ ҫинчен, пухусемпе пичет ирӗклӗхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ, анчах ҫак мӗн пур ирӗклӗхсем, — рабочи класӑн пухусем тума юрӑхлӑ ҫуртсем ҫук ҫинче, лайӑх типографисем, ҫителӗклӗ таран пичетлемелли хутсем т. ыт. те ҫук ҫинче рабочи класшӑн пуш сӑмах кӑна пулма пултарнине манаҫҫӗ. — Епле шурса кайнӑ эсир! Анчах Ливингстон тухтӑра вӗсем хуҫайман, апрелӗн 4-мӗшӗнче вӑл тулли шывлӑ Кванго хӗррине ҫитнӗ — ку шыв Португали колонийӗсен хӗвелтухӑҫӗнчи чикки, ҫурҫӗрте вӑл Конго шывне юхса кӗрет. (Вӑл вӑхӑтра фотографи ҫинчен асӑнман та-ха. — Тепӗр ыйту ҫыхӑну пирки, — канашлӑва малалла тӑсрӗ Булгаков. Панталеоне те Америкӑна кайма хатӗрленнӗ пулнӑ, анчах, шӑпах Франкфуртран каяс умӗн вилсе выртнӑ. — Кам? Трави брассы! — кӑшкӑрчӗ Джон Мангльс, бурунсен тӑрӑхӗпе тытнӑ май суднона ерипенех уҫӑ тинӗселле сӗтӗрттерсе. Пӗр хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача, Павкӑран кӑшт аслӑрахскер, икӗ пысӑк самовар патӗнче аппаланса тӑрать. — Ав, епле! — тесе илчӗ Людмила. Анчах унӑн илемӗ вӑл — тигр амин илемӗ, ачашшӑн юраттарассинчен ытла вӑл хӑратса ярать, теме пулать. — Ҫав ятлах пулнӑ. Мӗн тери илемлӗ вӑл! Анчах укҫа арчи ниҫта та ҫук. Ӑна нимӗн те килӗшмест: ку та лайӑх мар, леш те кӑмӑла каймасть. — Ох, батюшка, Петр Андреич! Ытла ҫамрӑкла авланма шут тытнӑ эсӗ, анчах та Марья Ивановна ҫавтери ырӑ кӑмӑллӑ хӗр, тата кун пек килсе тухнӑ майпа усӑ курмасан та ҫылӑх ҫав. Вӑл, хуҫа ҫине пӑхса, нимӗнле сӑмах тупаймасӑр, куҫӗсене кулӑшла мӑчлаттарса тӑнӑ. — Лайӑх куршӗсен мӗн кӳренмелли сӑмахсем, пулччӑр вара? Наукӑпа техника малалла кайса пынӑҫемӗн вӑхӑта та тӗрӗсрех виҫеҫҫӗ. Пултаруллӑ, туршӑн та, пултаруллӑ! — илтӗнчӗ тӗрлӗ енчен; тӑна кӗрсе ҫитеймен Воропаев малти стени йӑтӑнса аннӑ пӳлӗмре операци сӗтелӗ умӗнче пӑлханнипе хӗрелсе кайнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм-врач тӑнине тин ҫеҫ асӑрхарӗ. Половцев Хопров ҫамки ҫинчи ҫапнӑ вырӑна хыпашласа пӑхрӗ. — Эс кунта пурӑнатӑн-и? Сасартӑк такам алӑка уҫса ячӗ. Пӗчӗкҫӗ сӑртӑн тӳпи ҫинче тенӗ пекех ҫӗр айӗнчен витӗр таса ҫӑл шывӗ тапса юхать. Апат-ҫимӗҫ тиенӗ «Виктория» тӑван ҫӗршывнелле юлашки ҫула тухнӑ. — Беатриче, Фиаметта, Лаура, Нинон, — пӑшӑлтатрӗ вӑл эпӗ пӗлмен ятсене, унтан хӗрарӑмсене юратса пӑрахнӑ темле корольсем, поэтсем ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ, ритмӗсене чавси таран тавӑрнӑ ҫинҫе аллипе касса татса, французла сӑвӑсем вуларӗ. Ах, пирӗнпе пӗрле хӗрарӑмсем пулман пулсан, эпӗ сире тахҫанах: «Юлташсем! Павел тумлансан, Бажанов унпа кӑмӑллӑн сывпуллашрӗ; унӑн темӗнле заседание каймалла, ҫавӑнпа вӑл хӑй мӗн пӑхса пӗлни ҫинчен каласа пама хӗрне хушрӗ. Кӑштах самайланатӑр пулать эппин? Саломыга, хӗрарӑм пуррине пӑхмасӑрах, ирсӗр сӑмахсемпе ятлаҫса илчӗ… Тата ҫак виҫӗ юланута никам та тӑруках куҫпа курса илме те пултарас ҫукчӗ, ҫӳллӗ йывӑҫ тӑрринче сӑнаса пӑхса ларакан тӑмана ҫеҫ е ҫӗрлехи лӗпӗшсене тытса, пӗлӗт ҫинче ярӑнса ҫӳрекен хӗрхи ҫеҫ курма пултарнӑ пулӗччӗ. — Эх, ачасем-тӑвансем, кирек те мӗнле тапаланса, кирек мӗн ҫине шанса пурӑнсан та, ҫапах та тупӑкран, масартан никам та хӑтӑлса юлас ҫук! — тетчӗ. Тӑррине тӗреклӗ пӑтасемпе пӗр пуҫлӑ ҫӑткӑн кайӑк ҫапса лартнӑ. Правительство халӑха асӑрхаттарать: усал сас-хураран сыхланмалла, ӑна анархистсем, халӑх тӑшманӗсем, сараҫҫӗ, тата — влаҫ нихӑҫан та паянхи пек ҫирӗп те татӑклӑ пулман. Пур пулсан — мӗскер-ши? Паллӑ ӗнтӗ, час-часах иккӗмӗш палатӑна пӗрремӗшӗнчен ытларах правасем параҫҫӗ, унта тата, йӗрке тӑрӑх иккӗмӗш палата демократиллӗ мар ҫулпа организациленет, унӑн членӗсене час-часах ҫӳлтен уйӑрса лартаҫҫӗ. Пӗр эскадрон басмачсене хӑвалама тытӑнчӗ те, ҫав тери усал пушхире, питӗ шала кӗрсе кайрӗ. Ун чӗлхи ӗмер тӑршшӗпех шалча ҫине ҫакса янӑ ҫӗтӗк алсиш пек пӗтӗркеленет. Ерофей Лопухов ырми-канми ӗҫленӗ, хуҫалӑхне вӑйлатса ярас тесе, тем тӗрлӗ те чееленсе пӑхнӑ. Мӗн кӗҫенетӗн, — тенӗ вӑл. Юр вырӑнне сивӗ ҫумӑр ҫӑва пуҫларӗ. — Марко бай, ан хӑра, эпӗ хамӑр ҫын! Оленин виҫҫӗмӗш станца ҫитнӗ ҫӗре тул ҫутӑлчӗ. Вӗсем ун пуҫне лайӑхрах тӗллесе пӑхмашкӑн чарӑнса тӑмарӗҫ. Пуҫӗ ҫинче шлепке — йӑлкӑшакан хура сомбреро пулнӑ; кӑна ялан Морис-мустенгер тӑхӑнса ҫӳренӗ. Ӗҫ ҫине ҫавнашкал ҫӑмӑлттай пӑхни ытла та чӑрсӑр япала пек туйӑнчӗ ӑна. Тӳремлӗхре унчченхи пекех шӑп тӑрать пулсан та паҫӑрхи канлӗх ҫухалнӑ. Талькава темӗн чухлӗ ӗмӗлке курӑнчӗ, вӗсем хура мамель курӑкӗсем хушшипе пӗр сассӑр шӑвӑнаҫҫӗ. Пӗрре вӑл Ярмаркӑран ир, пӗр пилӗк сехетре тавӑрӑнса столовӑйне кӗрсен, хам манса кайнӑ ҫын чей ӗҫмелли сӗтел патӗнче, хуҫапа юнашар ларнине куртӑм. Пӗрле пурӑннӑ, пӗрлех вилӗпӗр. Эпӗ пахчара выртаттӑм та, ҫав купӑста ҫине савӑнса пӑхрӑм. Ҫав вӑхӑтра, юри тенӗ пекех, хӑна йышӑнмалли пӳлӗмре Анна Васильевна хӑни пулчӗ; ку вӑл Стаховсемпе юнашар пурӑнакан протопоп арӑмӗ, ҫав тери лайӑх та хисеплӗ хӗрарӑм, анчах темле чаплӑ генерал ҫемйи час-часах иртсе ҫӳрекен ҫул хӗрринчи пӗвере чи шӑрӑх вӑхӑтсенче шыва кӗнӗшӗн полиципе урлӑ-пирлӗ пулкаласа пӗтнӗ. Халӑх Хрюкинран кулать. Монте-Сальватор ҫинче кӗтӳҫӗн пӗччен ларакан хӳшӗ чӳречи куҫӗ ылтӑн евӗрлӗ йӑлтӑртатса илчӗ. Аллине кӑкӑрӗ умне тытса, вӑл Марийкӑна пӑхса илнӗ те, шухӑша каянҫи пулса, кӑкӑртан тухакан сассипе ҫапла калама пуҫланӑ: Хурӑн, хурӑн, кӑтрашка, Ҫилӗ ҫук — ҫапах шавлать. Чӑтма ҫук урса кайнӑ пулин те, эпӗ хам ыттисемшӗн мӗнле пулнине тӑршшӗпе туйса тӑтӑм, ку ҫеҫ те мар, ҫак туйӑм мана мӗн тумаллине хӑй кӑтартса пычӗ. Эсӗ ӑна киле илсе кил, пӗр-пӗр паразит ӑна ӗнтӗ илсе кайман пулсан. Урайӗнче тетел, вӗлернӗ темиҫе фазан выртать, сӗтел ҫывӑхӗнче вара уринчен ҫыхса янӑ чӑхӑ пылчӑклӑ урайне шаклаттарса уҫӑлса утса ҫӳрет. — Анне, эс темшӗн кӳреннӗ-им? — ыйтрӗ ача. Мӗн пирки ӳпкелешсе-хуйхӑрса каласа парасси ҫинчен шухӑшласа, Егорушка ҫамкипе диван ҫумне тӗртӗнчӗ те сасартӑк йӗрсе ячӗ. Маншӑн, хӑвӑн аннӳшӗн те пулин пӑхӑнсамччӗ ҫав тискер усалсене! — тет ӑна амӑшӗ, анчах вӑл амӑшӗн сассине илтет те: «Ҫук, аннеҫӗм, юлташсене сутмастӑпах эпӗ, хамӑн идейӑшӑн вилетӗп, ӳкӗтлес вырӑнне эсӗ мана вилес умӗн чуптуса юл, вара мана хамӑн вилӗме кӗтсе илме те ҫӑмӑлрах пулӗ…» — тесе хуравлать. — Ой, анне, йывӑр пулать ӑна, — терӗ Марийка. Ҫав вӑхӑтра приказчик мана мӗн те пулин хушкалани-туни пулкалатчӗ, эпӗ старик патӗнчен пӑрахса каяттӑм, анчах вӑл, галлереяра пӗччен тӑрса юлса, хӑй таврари пушӑлӑхалла малалла калатчӗ: — Эй, ҫунатсӑр чунсем, эй суккӑр ҫуралнӑ кушак ҫурисем, ӑҫталла тарам-ши сирӗнтен? Эпир пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ кӑмӑлланине те сиснӗ пулас та вӑл, пире сивӗтме тӑрӑшать. — Унпа кӗрешсе пӑх-ха, — сӗнчӗ Кукушкин. Мана ӑҫтан тӗртсен ыратассине пӗлет те шӑп кӑна ҫавӑнтан тӗртет вӑл. Вара Лось хыпашласа унӑн аллине шырама пуҫларӗ, унран наркӑмӑшлӑ флакона туртса илчӗ. Кунсӑр пуҫне станцире тата икӗ поезд тухса кайма черет кӗтсе лараҫҫӗ. Вӑл питех те йӳнӗ картинсем ҫинче ӳкерекен ангел сӑнӗ тӗслӗччӗ. Эпӗ хам та, вӑл хӑй пӗлмен япаласем ҫинчен ним усӑсӑр шухӑшласа пуҫне ан ҫӗмӗртӗр тесе тӑрӑшатӑп, ҫавсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарсан, хӑйӗн туйӑмӗсем ҫителӗксӗррине пӗлмӗччӗ ача; эпир хамӑр та-ҫке, мӗнпур пилӗк туйӑмпа усӑ куракансем, улттӑмӑшӗ ҫуккишӗн пачах тунсӑхламастпӑр. Нина Капитоновна телефон патне пычӗ, эпӗ унӑн ырӑ кӑмӑллӑ сассине самантрах уйӑрса илтӗм. — Ӑҫта? Унпа ҫӳрени ҫылӑх-и? Ҫак самантра ӑна арӑмӗ пулӑшас, ҫӑлса хӑварас пек туйӑнчӗ, анчах арӑмне кураймарӗ, вара ассӑн сывла-сывла илчӗ те хӑйӗн пысӑк мар сӑмахне ҫапла вӗҫлерӗ: — Сатинпала чӗркесе панӑ струментсемшӗн те… хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн те… сире, Давыдов юлташ, тата колхоза, тавтапуҫ! Вӑрҫӑчченхи пурнӑҫа вӑл тунӑ, ҫавӑнпа вӑл ӑшӗнче мухтаннӑ та, анчах кӑна, тата та ҫирӗп те аслӑ пурнӑҫа, вӑл, тен, тӑваймӗ те. Эпӗ малалла каясшӑнччӗ, анчах лаша ман ҫула картласа пӳлчӗ, хӑй ҫаплах ман ҫине лӑпкӑн пӑхать, тапӑнас шучӗ ҫук пекех тӑрать. Павел! Акӑ ӑҫта эсӗ! — илтӗнчӗ сасартӑк Николай Петровичӑн сасси. Хысакӗсен айккисенче вырӑнӑн-вырӑнӑн курпун хырсем ӳсекен чул тусем, вӗсем ҫинчи йышлӑ уҫланкӑсемпе варсем, кизил тата терновник йывӑҫҫисемпе, ҫамрӑк юмансемпе витӗннӗскерсем, пачах аялтан курӑннӑ пек мар, йӑлтах урӑхла иккен. Лозневой выртрӗ, питҫӑмартийӗпе ҫӗр ҫумне пӑчӑртанчӗ, унтан, тутине шӑлса илчӗ те, халь ӗнтӗ хӑй йӑлтах ӑнланнине лайӑхрах туяс тесе, сасӑпа каларӗ: — Бомбӑсем пӑрахрӗҫ… — Ҫапла, господин Паганель, — терӗ Ольбинет. Эх, епле тӗрӗс вӑл! П-ран килекен офицерӗ ҫамрӑк офицере куҫ хӗссе илсе хай хӗрарӑм ҫинелле кӑтартма та ӗлкӗрчӗ. Ҫаплах йышӑнчӗҫ те. Мӗскӗн ачан аслатирен сехри хӑпрӗ, анчах, амӑшне кӳрентерес мар тесе, вӑл хӑй хӑранине палӑртасшӑн пулмарӗ. Тата сире те пулӑшмалла. — Пӗтӗм пурнӑҫ телейне, яланлӑхах тата ӗмӗрлӗхех! — кӑшкӑрса ячӗ Санин ҫӗнӗрен капланса ҫитнӗ туйӑмӗсен вӑйӗпе. Соломонӑн та гарем пулнӑ; арӑмӗсем унӑн ҫур миллиона кӑшт ҫеҫ ҫитеймен. Походсенче вӑл хӑйӗн чӗрнисемпе шӑлӗсене тата илемлӗ хура ҫӳҫне таса тытма тӑрӑшнӑ; кану вӑхӑчӗсенче хӑйӗн пульӑсемпе шӑтса пӗтнӗ тусанлӑ ҫар тумтирне хӑех силлесе тасатнӑ. Эпир Японин хӗвелтухӑҫпа кӑнтӑр пайӗнче ларакан Ксамоши ятлӑ пысӑках мар порта ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ҫак хула океана ҫинҫе те тарӑн бухтӑпа ҫыхӑнтарса тӑракан сӑмсах ҫинче ларать. Хулан ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ империн столици Иеддо ларать. Павел лӑпкӑн, анчах хӑйне аран-аран тытса чарса, калама пуҫларӗ. Соборнӑй садри тарӑн шӑтӑка шутламасан Энскра нихҫан та шахтӑ евӗрлӗ шӑтӑксем пулман, садри шӑтӑк пирки Петька калатчӗ вара, унта, ҫырма хӗрринче «кашни утӑмрах шӑмӑ-тавраш» тупӑнать тетчӗ. — Ҫав хушӑра кам кунта килнӗ? — Тупӑшатӑп, — терӗ Вулич янраман сасӑпа. Печорин хайхи шухӑша кайрӗ: — «чӑнах та, асӑрхансах тӑмалла иккен… Пахча кӗпҫисем! Эсӗ вулатӑн-вулатӑн та пырса выртатӑн, вӑл пур сан еннелле ҫурӑмне ҫавӑрса хурать. Вӑл унта тӳрех выҫӑпа вилнӗ пулӗччӗ е, ҫухӑрса, ман чуна кӑларса илнӗ пулӗччӗ… Эпӗ хам иккӗленни ҫинчен пӗр филолога пӗлтертӗм, анчах вӑл, хӑйӗн хӗрарӑмла сӑнне ӗнентерӳллӗрех тума тӑрӑшса, пӗр сехет хушши мана «критика прави» ҫинчен каларӗ. — Шӑтӑкӗ чылай пысӑк, Джим кунтан тухма пултарать, хӑмине хӑпӑтса илмелле кӑна. Пӗр виҫ-тӑватӑ сехет иртрӗ. Пӗр ҫакна ҫеҫ ӑнланса илме ыйтатӑп… — Унӑн каллех сывлӑшӗ ҫитеймерӗ, ҫур сӑмах ҫинчех пӳлӗнсе ларчӗ, вара пӗр минута яхӑнах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Вӑйлӑ ан туртӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Дик Сэнд куларах. Анчах ҫав усал вӑй вӗсене каллех ӗлӗкхи вырӑн патнелле туртрӗ. Хӑйпе Джон Мангльс пекех, унӑн ывӑлӗ чаплӑ моряк пулса тӑчӗ. Ну, каях ху ҫулупа! Дама та Ромашов ҫине пӑхнӑччӗ, питӗ тимлӗн, ҫав тери тӑрӑшса пӑхнӑн туйӑнчӗ ӑна, ҫакна кура подпоручик: «Палламан хитре пике куҫӗсем ҫамрӑк офицерӑн яштака та имшерккерех кӗлетки ҫинче пӗтӗм кӑмӑлранах чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшланӑччӗ хӑйӗн яланхи йӑлипе, ун умӗнчен иртсе пынӑ маййӑн. Христос вилӗмӗнчен чӗрӗлнӗ… — юрлать пек хохол, аллисене хыҫалалла тытса, йӑл-йӑл кулкаласа. Ватӑ колхозницӑсем йӗркелесе янӑ кайӑк-кӗшӗк ферми парниксен «ӗнси ҫинче ларать». Аран утать. Унпа мӑшӑрланӑ хӗрарӑм уксахлать, ун пушӑпа ҫапса ҫурнӑ хулпуҫҫийӗнчен юн юхать. — Мухтав турра, пурте лӑпкӑ-ха, — терӗ казак, — пӗр Прохоров капрал ҫеҫ Негулина Устиньепе мунчара пӗр шайка вӗри шывшӑн ҫапӑҫса кайнӑ. Симӗс шӑллӑ порей ҫыххи лавка хуҫи умӗнче выртнӑ. Хамӑр кантӑкран курӑнмалла мар пуличчен кайсан, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те ман пата чупса пычӗ: — Джордж мистер, манпа пӗрле шурлӑх ҫине пырас кӑмӑл ҫук-и сирӗн? Эпӗ сире шыв ҫӗленӗсен йӑвине кӑтартатӑп, — тет. Ву ме компрене. Мӗн тӑвать, мӗн ӗҫлет вӑл? Император мана: импери законӗсем тӑрӑх сана ик чиновникӗн ухтару тумалла, терӗ. — Паллах, — терӗ вӑл, — закон ҫапла хушнине эсир ирӗк памасӑр тата эсир хӑвӑр пулӑшмасӑр тума ҫук, анчах эпӗ эсир пит ырӑ кӑмӑллӑ та тӳрӗ тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа ҫав чиновниксене ним шикленмесӗр сирӗн алла паратӑп. Вӗсем туртса илнӗ япаласене эсир ку ҫӗршывран тухса кайнӑ чух сире тавӑрса парӗҫ е хӑвӑр мӗн чул хак хурӑр, вӗсемшӗн ҫавӑн чул укҫа тӳлӗҫ, — терӗ. Тӗнче кулли. Виҫҫӗмӗш юланучӗ те ҫав тӗлех пырса ҫитнӗ, анчах иккӗмӗш юланучӗ пек мар, нумайрах вӑхӑтран пырса ҫитнӗ. «Мӗн тумалла вӗсемпе?» терӗ вӑл, куҫне укҫа купи ҫинчен илмесӗр. Кондор ҫӗкленсе тӑракан чуллӑ ҫӗрӗн хыҫӗнче пытанчӗ. Лайӑх кӑмпапа усаллине епле уйӑратӑн? Анчах манӑн кӗлетке кӑн-кӑвак кӑвакарса пӗтрӗ те, эпӗ вунӑ кун хушши вырӑнпах выртрӑм. Юлашкинчен Наполеон, ытлашши ҫилленсе кайнипе хӑйне мӗн вӗҫне ҫитичченех француз пек тыткаламаллине манса, «Fuori, traditore!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ, вара Бернадотт пуҫран ҫапнӑ пек диван айне кӗрсе кайрӗ те ҫийӗнчех хаваслӑн вӗре-вӗре сиксе тухрӗ, — кунпа вӑл вӑйӑ пӗтнине пӗлтересшӗн пулчӗ. Хӗрӗ ун ҫине хурланса пӑхса илчӗ. Негрсем цивилизацие хӑвӑрт йышӑнаҫҫӗ те Тӗп Африкӑра пысӑк хуласем никӗслеме пуҫлаҫҫӗ. Сасартӑк Дик Сэнд шӑпланчӗ. Ҫутӑлса килет. Буабертло капитанпа унӑн помощникӗ Ла-Вьевиль, иккӗшӗ те хастарскерсем, халь акӑ трап патӗнче шурса кайса, ним тӑва пӗлмесӗр шӑпланса, аялалла пӑхса тӑчӗҫ. Вӗсенчен пӗрне кӑна мар тупӑка кӗртсе вырттарать пулас ҫак ылханлӑ вырӑн. Унтан хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, пӗлетӗп!» Кирила Петрович ҫак чаплӑ заведенипе питӗ мухтаннӑ. Хӑйӗн хӑнисем ӑна пӗр ҫирӗм хут ытла курнӑ пулин те, вӑл нихҫан та вара вӗсем умӗнче татах та мухтанса илес саманта вӗҫертмен. Тӑххӑрмӗш класра чухне эпӗ унтан ытти кӗнекесем илеттӗм, вӗсене хумашкӑн та черет ҫитсен вӑл мана кӑчӑк туртрӗ, алӑка тайрӗ. Елена ҫӳҫенсе илчӗ. Ҫыхмалла-и? Ачана уя, ҫывӑхри юханшыв ҫыранӗ патне, илсе тухма шут тытрӗҫ. Сасартӑк, карап темиҫе самантлӑха чарӑнсан, Израэль Гэндс кӑштах йӑнӑшса, хӑйӗн малтанхи вырӑнне куҫса ларчӗ. — Мӗн эсӗ каплипех ҫӳретӗн? Икӗ уруна та ҫӑпата сырма май ҫук-им? — терӗ вӑл, Бояркин ҫинелле пӑхса. — Куна та ӑнсӑртран тупса сыртӑм. Кашни кун хӑна… Эпир хамӑр шутланӑ тӑрӑх, суднӑран 100 ҫухрӑм кайнӑ. Пур еннелле те юланутсем янӑ, айӑплӑ ҫынна каҫчен тытаҫҫех тесе шанса тӑнӑ шериф. Тӗттӗмленсе килнӗ вӑхӑта ҫурт ҫийӗ ҫинче ирттересси — вӑл йӑла, мексиканец ҫуртӗнче пурӑнакансем пурте ҫав йӑлана пӑхӑнаҫҫӗ. Ӑс-тӑну лайӑх-и сан? Хӑй команда панине пӗтӗм взвочӗпех кӑшкӑрса пӗлтернине илтсен, Матвей Юргин траншейӑран сиксе тухрӗ те, бруствер ҫинчен пур еннелле те ҫаврӑнса пӑхса, вӑрӑммӑн кӑшкӑрчӗ: — Ман хуҫҫӑ-ӑ-ӑн! — Эпӗ вӑл йӗкӗт ҫинчен кӑшт пӗлетӗп, — терӗ Грассини яланхи пекех васкамасӑр, тата пурне те пӗлекен ҫын пек, — ҫавӑнпа та эпӗ ун ҫинчен илтнӗ сӑмахсем ытлах хӗпӗртемелле мар. Мӑчавӑр-хапхаҫӑ храмран тухнӑ. Анчах хырӑмӗ ҫинче вара… Хулӑммӑн та хыттӑн кӗрлени илтӗннӗ: такам пирки алӑ ҫупаҫҫӗ тата лешӗ, такам, паллах, сӑмса вырӑнне хӳре ҫакса янӑ намӑссӑр пит пулмалла, ҫав тери хытӑ ихӗрсе ахӑлтатнӑ та чемоданӑн ҫӑрисем чӗтресе кайнӑ. Темиҫе минут хушши вӑл крыльца ҫинче тӑчӗ. Кайран икӗ ӑста хирург ҫав ҫынсен ӗнсисене касса илеҫҫӗ, касса илнӗ пайӗсене вара пӗр-пӗрин ӗнсисем ҫумне ылмаштарса ҫыпӑҫтарса лартаҫҫӗ. Тен, ту ҫинчисем тӳлесе илме килӗҫ. — Дойчин пичче, тӑр-ха эс те, хӑна пур-ҫке пирӗн! — вӑратса та мар, ҫывӑракан ват ҫынна тӗккелесех тӑратрӗ Ненко. Манӑн атте пур енӗпе те лайӑх ҫынччӗ. Мӗн тери йывӑрлӑхсем пулсан та, икӗ сехет упаленсе хӑпарнӑ хыҫҫӑн, Гленарванпа унӑн тусӗсем сула пӳлсе тӑракан чуллӑ ҫӗрӗн тепӗр енне каҫрӗҫ. Е ҫутарма эсӗ манӑн аннене илсе пырса пар, э? Ирсӗр эс ытах та чӗререн каласан… — Таса ӗҫ ку, Степан, куратӑн-и? Шутсӑр нумай парне, пенсисемпе тӗрле йышши хаклӑ япаласем салата-салата панӑ, кунашкал хисеппеле вӑл тепӗр чух ҫулталӑкӗпе те паман, Ахимааса та, Нафалим ҫӗрӗн пуҫлӑхне, хырҫа-марҫа суя майпа пухнӑшӑн, маларах тарӑхупа тӑвӑлса таратчӗ пулин те, каҫарнӑ, саккуна пӑсса тунӑ нумай-нумай ҫын айӑпне пӑрахӑҫланӑ, хӑй ҫӗршывӗнче пурӑнакансен ыйтӑвне нихӑшне те тимлӗхсӗр хӑварман, пӗринсӗр пуҫне. Ӑна сыхлакансем оборонӑран наступление куҫма пултараймаҫҫӗ тесе шанса тӑма юрать-и вара? Туршӑн та, — терӗ те вӑл Инсаров енне ҫаврӑнчӗ. Негоро та, вӗсем патне пырса, хӑйӗн пайне илме кӑмӑл турӗ. Автобуссем юрӑ кӗвви янранӑ май тухса кайрӗҫ. Вӑйлӑ этем! Чӑнах та, ҫав шанӑҫӗ унӑн Мэри Грант ҫине пӑхсан, телейлӗ те лӑпкӑ хӗрачана курас килне вӗри кӑмӑлӗнчен ытларах хӗмленсе тухса тӑрать — ҫамрӑк хӗрачапа Джон капитан ахаль ҫеҫ мар интересленме пуҫланӑ, ӑна курсан хӑйӗн тивсе каякан вӗри туйӑмӗсене вӑл ҫав тӗрлех пытарса усрать, ҫавӑнпа та ун ҫинчен яхта ҫинче пыракансем хӑйпе Мэрисӗр пуҫне пурте пӗлсе тӑраҫҫӗ. — Господин умӗнчи ухатник. Ҫавӑнпа та эпир тигра, слона тата ытти интереслӗ тискер кайӑксене кураймасӑрах юлтӑмӑр. Вӑл пире пӗтӗм зоосад урлӑ васкатса темӗнле вараланчӑк пӳрт патнелле илсе кайрӗ. Ку пӳртре Валькӑн «кышлаканӗсем» пурӑнаҫҫӗ иккен. «Кышлакансем» тенӗ сӑмаха кам мӗнле ӑнланнине пӗлейместӗп эпӗ. Ҫак утрав тинӗс шывӗ ҫапса тӑнипе пулнӑ пӗчӗк бухтӑллӑ нимӗн те ӳсмен чуллӑ сӑрт пулса кайрӗ. Офицерсем пӗтӗмпе вуннӑна яхӑнччӗ. Вӑл темшӗн Ромашова чӗнмерӗ. — Юрӗ, килӗшетӗп. Кораблев кӗчӗ. Павел рычага аялалла пусса антарчӗ те чӗне шыв паракан насус урапи ҫине куҫарчӗ. Калаҫу ҫак сӑмахсемпе вӗҫленчӗ. Эсир пирӗн патӑрта ҫӗр каҫатӑр пулӗ-ҫке? Ӑҫта вӗсем, ҫав вӑрӑ-хурахсем? — Э! — тесе кӑшкӑрса ячӗ матрос сехет ҫине хӑвӑрт пӑхса. — Эпӗ луччӗ штабран тухтӑр ярӑп. — Хӗрарӑм вӑл арҫына пулӑшакан ҫын. Хам мӗн-мӗн хӑтланнине йӗркипе аса илнӗ май мана мӗн кӗтнине тавҫӑрса илме те пултараймарӑм; анчах хам пӗтмеллипех пӗтессине кӑштах тӗшмӗртрӗм. — Эпӗ ӑнланатӑп, вӑхӑчӗ йывӑр. Эпӗ выляса янӑ укҫа, ун чухнехи укҫа шучӗпе илсессӗн, сахал укҫах мар вӑл. Тепӗр енчен илсе пӑхсан, вӗсен пурнӑҫӗ мӗнрен пирӗннинчен начар? Мирошин хусах, ӑна хулара та пӳлӗм тупса пама пулать, уншӑн та тавтапуҫ калӗ. Кирек мӗнле каччӑ шыра хӑвна валли, кирек камран мӑшкӑла; анчах мана ҫак тӗнчере урӑх кураймӑн». Давыдовпа Нагульнов тӑприсем тавра ҫӳллех мар карта ҫавӑрнӑ, инҫех мар, ялпо лавккине хирӗҫех. Ҫӑрттан мучи тепӗр куннех пуртӑпа пӑчкӑ илсе пычӗ те карта ҫумне пӗчӗк тенкел туса лартрӗ. Ардальон ун ҫине пӑхса илчӗ те ним тарӑхмасӑр каларӗ: — Йӑлтах — Ефимушка, ҫынна пӑтратса ҫӳрекенскер турӗ. Ӗнтӗ пире вилӗм кӗтсен те, пӗрле пулать, пӗр кун хушшинче, пӗр сехетре. Унтан пӗтӗмпех иртсе кайӗ, пӗтӗмпех сапланӗ-тикӗсленӗ. Совет Союзӗнче Хӗвел тӗттӗмленни тепӗр хут 1941 ҫулхи сентябрӗн 21-мӗшӗнче курӑннӑ. Ҫӗрле сулхӑн, марсиансем постсенче ӗнтӗркесе тӑраҫҫӗ. — Эпӗ ятлама шутламастӑп та. Мӗнех вара, Бойчо хӑй те ӑна сывах юлма ӳкӗтлемерӗ, пӗр сӑмах та каламарӗ-ха вӑл… апла пулсан, вилсен те темӗн мар. — Итле-ха, айван ача! — тесе ӗнентерме пуҫланӑ ӑна Келли. — Чӑннипе эсир, Лена, питӗ ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пулас, ырӑ та ӑшӑ кӑмӑллӑ. Эпӗ ӑна — ку ҫынӑн аллисем шӑнса кайнӑ пулмалла, салантарса вырӑн ҫине выртармалла, терӗм. «Тарас пулать, — шухӑшларӗ Яков. — Капитан кирлӗ, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Салтаксем ҫулпуҫӑн кашни сӑмахнех ҫав тери пысӑк туйӑмпа итлерӗҫ, ҫапӑҫу умӗн вӗсем запаслӑх патронсемпе гранатӑсем хатӗрлеҫҫӗ тейӗн. — Ҫук, — терӗ Паганель. Тепӗр ирхине, 5 сехетре, эпир Исланди хресченӗпе сывпуллашса уйӑрӑлтӑмӑр. Пичче ӑна пире хӑна тунӑшӑн аран ҫеҫ сӗнсе пайтах укҫа тӳлесе хӑварчӗ. Калама ҫук хӑранипе эпӗ пӗтӗм шанӑҫӑма ҫухатрӑм, пӗтӗмпех пӗтрӗм. Эпӗ ӑнланатӑп ҫакна, анчах мӗн апла мар, мӗншӗн апла мар — кӑна калаймастӑп! Вӗсен куҫӗсем тӗл пулаҫҫӗ, Павел ӑнланчӗ: Рита пӗлет. — Пире кунта кичемлӗх аптӑратса ҫитернӗччӗ-ха. — Вӗсен тумтирӗсем мӗнле капӑр — пӗтӗмпех ылтӑн та кӗмӗл тата бриллиантсем тытса пӗтернӗ! — тесе питӗ хавассӑн хушса каларӗ Джо. — Эпӗ темле хӗстерессисем пирки каламастӑп та. Библиотекарь та «мухтанса хӑтланчӗ»: ҫӗклемӗ-ҫӗклемӗпе кӗвене йӑтса каллӗ-маллӗ чупкаларӗ, шутсӑр тӑрӑшса, шавласа, чупкаласа ҫеҫ ҫӳрерӗ. Ҫеҫенхир пӗлтӗрхи хытхурасен ӳпкелешӳллӗ типӗ кӑшлавӗпе тулса ларчӗ. Кайса пӑхам-ха!» Вӑл санатори канцелярине кунне темиҫе хутчен Мускава, Клавдия Михайловна патне, телефонпа шӑнкӑртаттарма чупнӑ. Эпӗ нумайччен анӑраса выртнӑ хыҫҫӑн тӑна кӗретӗп, аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫаплах чарӑнмасть; ҫиҫӗм ҫӗлен ҫыххи пекех авкаланса ҫиҫет. — Кардинал ҫав, вӑл, шуйттан пуҫӗ, пистолет ҫинех пырса кӗчӗ! Эпир ҫапла тусан тата икӗ миля хушши сиккипе кайма пултарсан, эпӗ пӗр вырӑн пӗлетӗп унта пирӗн хӑрамалли ҫук вара. Халӗ каласа пар-ха эсӗ мана — халӑха хӑйсене хирӗҫ тӑратмашкӑн укҫа тӑкнинчен мӗн усси, э? Мӗнпур тавралӑх ҫинче хулленлӗх палли сӑнарланнӑ пурте — ҫутҫанталӑк та, ҫынсем те — услапӑн, юлхавлӑн курӑннӑ, — анчах ҫак юлхавлӑх хыҫне аслӑ вӑй — нимӗн ҫӗнтереймен хӑват, анчах халлӗхе хӑйӗн ӑс-тӑнне ҫитӗнтереймен, хӑйӗн кӑмӑлӗпе тӗллевне ӑнкарса илеймен хӑват пытаннӑн туйӑннӑ… — Шӑна ҫӑтман пулсан, хӑсӑк тухмӗччӗ! — терӗ Андрей пӗр хушӑ шарламасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн. Ҫӑтса ярас пекех: кӗнекесем вулама тытӑнтӑм. — Кун пек ҫур кунӗнче кӑнма пулать. Анчах мӗнле тӑватӑр-ха эсир ӑна? Шыв ӗҫме чи малтан Дымов чупса пычӗ. — О, тӗрӗс, асатте! Любӑн сӑн-пичӗ — те чирпеле, те кӑмӑл хирӗҫнипе — йӑлтах улшӑнса кайнӑ, куҫӗсем унӑн чирлӗн йӑлтӑртатнӑ, вӗсем тавра лап-лап хура персе тухнӑ. Кам илсе хума пултарнӑ-ха уҫҫине? «Тьфу, ҫутӑ тинӗс!» — Андрей пӗшкӗнсе ларчӗ те куҫӗсене сӑтӑрма пуҫларӗ. Питӗ лайӑх курать ӗнтӗ Ромашов унӑн кӑкӑр айӗпе те самӑр хырӑмӗ ҫийӗпе урлӑ каҫах шултра хутламсемпе тӗркеленӗ кителлӗ, ейӗлсе, сарӑлса кайнӑ йывӑр кӗлеткине, салтаксем енне ҫавӑрнӑ пысӑк тӑваткал питпе те, кӗрнеклӗ хӑмӑр лаша ҫинчи хӗрлӗ вензельсемлӗ вӗҫкӗнчӗклӗрех вальтрапа та, мартингалӑн шӑмӑран тунӑ ункисене те, лакпа сӑрнӑ лутра атӑллӑ пӗчӗк урапа та. Вӑл каллех чӗлӗм чӑпӑкне чакалама тытӑнчӗ те, ҫак вӑхӑтра пӗр ҫав ӗҫ ҫинчен ҫеҫ шутланӑ пек курӑнчӗ. Анчах Алексей, тем пуласса сиснӗ пек, чунтанах хӑйне мӗн каласса кӗтсе тӑчӗ. Унтан ҫамрӑк ледисен харпӑр хӑй ҫырнӑ сочиненийӗсене хӑйсен вуласа памалла пулчӗ. Аялти алӑк шатлатса хупӑнчӗ. Ҫӗрле, амӑшӗ ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Павел килте хӑй вырӑнӗ ҫинче кӗнеке вуласа выртнӑ чух, жандармсем килсе кӗчӗҫ те пур ҫӗрте те, тулта та, мачча ҫинче те ҫилленсех ухтарма тытӑнчӗҫ. «Тусӑмҫӑм! Лавкара урайне ҫӗнӗрен сармалла пулсан, манӑн пӗтӗм лавка лаптӑкӑшӗнчен тӑприне пӗр аршӑн тарӑнӑш алтса кӑлармаллаччӗ; босяксем ҫав ӗҫшӗн пӗр тенкӗ илетчӗҫ, эпӗ ним чул та илместӗн, анчах ҫав ӗҫпе аппаланса тӑнипе эпӗ платниксене астума ӗлкӗрейместӗп, вӗсем алӑксен ҫӑрийӗсене, хӑлӑпӗсене кӑлара-кӑлара илетчӗҫ, тӗрлӗ вак-тӗвек япаласене вӑрлатчӗҫ. Вӑл ҫак сӑмахсене нимӗн шухӑшламан пек каларӗ; унӑн сассинче вӑл ҫав тери ывӑнса ҫитни ҫеҫ палӑрчӗ. Вӑт маттур! Эпӗ тепӗр чух шӑна ҫине пӑхаттӑм, хамӑн чӗрере вара сивӗ те хӑрушӑччӗ. Анчах ҫав кунхине вунпӗрмӗш сехет тӗлнелле мастерскойра халӑх пӑтрашма тытӑннӑ, ҫав пӑтрашу часах пур кӗтессе те ҫитнӗ. Хӑй чекист ҫине, кулса та ылханса, куҫ айӗн пӑхнӑ. — Вӑл пирӗн ҫӗршывра, эпӗ ӑна сӑнаса тӑратӑп, — терӗ Робеспьер. Ҫак сасартӑк янраса кайнӑ сасӑ пире хытах чӗтреттерчӗ. Анчах вӑл пире савӑнтарчӗ те, ултӑ сехет ҫеҫ ҫитнӗ мӗн. Ҫапах та вӑл ҫывӑрса каймарӗ, каллех пӗр аякран тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна вырткалама пуҫларӗ. — Никак нет. Ну, яра пар, телей сунатӑп. Эпӗ вӗсене питӗ аван куратӑп, вӗсем мана курмаҫҫӗ. Маркиз Гавар енне ҫаврӑнчӗ: — Ҫичӗ пин. — Шӑллӑм! — савӑнӑҫлӑн каласа ячӗ Павел Петрович. — Прохоровпа Устинья ӗҫне эсӗ унта, кам айӑплӑ-айӑплӑмаррине, татса пар. Унтан иккӗшне те наказани пар. Ну, Максимыч, каях ӗнтӗ эсӗ. Пирус пысӑкӑшне пӑхас пулсан, вӑл хӑй тӑракан вырӑнтан часах тапранас ҫукки палӑрмаллаччӗ. — Эпӗ пур фронтсенче те шуррисемпе ҫапӑҫнӑ… Молебен тутарас тесе ирӗк ыйтма пынӑ хайхи стариксем мӑшкӑлласа савӑнӗҫ ӗнтӗ манран, факт! Вӑл Африка ҫыранӗ патне вӗҫтеретчӗ ӗнтӗ, вара кам пӗлетчӗ-ха ӑна унта мӗнле хӑрушлӑх кӗтнине, вӑл мӗнле каварлӑхран пӗтессине! Андрей ун ҫине пӑхса кулса илчӗ те:— Урӑхла юрамасть! — Шутлӑпӑр. — Тавтапуҫах сире ырӑ кӑмӑлӑршӑн. Вӑл ерипен те ерипен ишнӗ, ун хыҫӗнчен Хӗрлӗ Тӑрнапа ачасем йӗрлесе пынӑ. Хӗрсе, вӗресе тӑракан пит. Анчах вӑл ун ҫинчен тӳррипе каласшӑн пулман та чӗне мӗнпур вӑйпа туртса хытарса лартнӑ. Кунашкал тӗлӗнмелле ҫапӑҫуна вӗсем нихӑҫан та курман. — Курӑнмасть, — иккӗмӗш хут тавӑрчӗ тарҫӑ. — Мм… — ӗнӗрлесе илнӗ Игнат, ҫӑкӑр татӑкне чӑмласа. Анчах пуринчен те начартараххи вӑл — унӑн турра ӗненес кӑмӑл куллен-кун пӗтсе пынӑ пек туйӑнни пулнӑ. Нимӗҫсен артподготовкинчен хӑватлӑ вутлӑ дуэль пулса тӑчӗ. Вӑл дуэле икӗ енчен те тӗрлӗрен тӗслӗ калибрлӑ вуншар пин тупӑсем хутшӑнчӗҫ. Ку мӗн? Анчах та эсӗ пур чухне те ҫавӑн пек тӑватӑн-и вара? — Ҫитӗ, Николай Матвеич! — кӑшкӑрнӑ вӗсем Ежова. Ҫавӑнтан кайран никама пӑхӑнас мар тенӗ шухӑш ун пуҫне пырса кӗрет те вара амӑшӗ ҫине вӑл урӑхла куҫпа пӑхма тытӑнать. Эсир патша ҫуртӗнчи пек ура ярса пусма та пӗлместӗр пулӗ… «Атте, эсӗ урӑх арӑм илсен, мана халичченхи пек ачашлӑн-и?» Хуралҫӑ хӑмана шаккама тытӑнчӗ; ача, хӑйне кирлӗ шӑплӑха пӑсакан сасса хӑнӑхма ӗлкӗрейменскер, пӳртре таҫта макӑрса ячӗ… Эпир вара ҫывӑрса кайрӑмӑр. Доктор пырса тӑчӗ. Кунта тӗрлӗ кӗлеткеллӗ, тӗрлӗ сӑнлӑ ҫынсем нумай, анчах вӗсене пурне те, манӑн ун чухнехи ӑнланусем тӑрӑх, ҫӑмӑллӑнах виҫӗ ушкӑна уйӑрма пулать. Атя! Эпӗ пӗр вунпӗр сехетченех ҫывӑрса выртнӑ. Анчах ытти йывӑҫсен ҫулҫисем ӗнтӗ тахҫанах саралса кайса тӑкӑнса пӗтнӗ, сиренӗн халь те ҫирӗп лараҫҫӗ-ха. Тӗттӗмре пур енчен те темиҫе сасӑ пӗр харӑс вӑйлӑн кӑшкӑрчӗҫ. Пысӑк та йывӑр пӗлӗтсем, тӗттӗмрен шикленнипе хӑйсем те хӑрушшӑн сывласа, хӑйсен йывӑрӑшӗпе ҫынна пусарса лапчӑтма хатӗр пек курӑнса, хуллен-хуллен шӑвӑннӑ. Чӑн та, кунӗ тӗлӗнмелле лайӑхчӗ, ҫутӑччӗ, ытла шӑрӑх та марччӗ; пур тусем те чей чашки ҫинчи пек курӑнатчӗҫ; эпир кайрӑмӑр, нимӗн шарламасӑр крепоҫ валӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса ҫӳрерӗмӗр; каярахпа вӑл ҫерем ҫине ларчӗ, эпӗ те ун ҫумне лартӑм. Марко ун енне чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, чӗнессе пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Вӗсем кайрӗҫ. Ҫак ҫеҫ-и? Тавӑрӑннӑшӑн эпӗ тем пекех телейлӗ. — Ҫапах та, атьӑр-ха, кайса пӑхар. Хӑшпӗр ҫӗрте уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем малтан, хӑйсен пулнӑ, кайран колхоза куҫнӑ ҫӗрӗсене сухаласа сӳрелеме тытӑннӑччӗ те ӗнтӗ. Апла пулсан, ыйту паллӑ: малтан ҫав класс тӑшманне ҫакса вӗлермелле, унтан вара унӑн тирне сӳмелле. Ҫак ҫӑмӑллӑн тупмалли укҫа ҫинчен хальччен мӗншӗн каламан вара эсӗ мана? Вӑл акӑ мӗншӗн: мӗнле те пулин хӗрелекен хӗрарӑм ҫине пӑхса тӑнӑ чухне вӑл хӑй те темшӗн хӗрелме пуҫлать, ҫакна пула вара пушшех те аванмарланса, вӑтанса каять. — Ҫамрӑк арӑмӗ килте ҫывӑрать, ку ҫеҫенхирте сулланса ҫӳрет, — кулса ячӗ Кирюха. Ҫыхӑсем ҫинче эмигрантсем лараҫҫӗ; пуринчен ытла нимӗҫсем. Унӑн чӗнӗвӗ, кӑвакарчӑнсене пула, ачасен чунне вырнаҫнӑ лӑпкӑ кӑмӑла хӑваласа янӑ, вӗсем вара тискер кайӑк уттипе, кашни сас-чӗвве кайӑкла сисӗмпе асӑрхаса, хумӗсем хыҫӗпе кӳршӗ пахчине йӑпшӑнса утнӑ. Вӑл, каҫхи пушӑ вӑхӑтпа усӑ курса, ӗлӗкхи пекех акӑлчан чӗлхине тӑрӑшса вӗренет. Лаша ҫинчен — ҫырмалли сӗтел хушшипе сӗтел патӗнчен — ҫар ӗҫне вӗренекен ҫамрӑксем маршласа ҫӳрекен площаде каймалла, унтан клуб, шкул, кунсӑр пуҫне куллен ик-виҫ заседани; ҫӗрле пулсан — лаша ҫинче, ҫумра — маузер ҫакӑнса тӑрать. — Кирлӗ мар ҫӗртенех мӗншӗн полици куҫне кӗрес? — Ольхоффка, ҫапла-и? — юлашкинчен аранах ӑнланмалла сӑмах илтӗнсе кайрӗ. — Ҫук, Васин бомбӑсене юратмасть, юратмастех ҫав, терӗ тепри аристократсен кӗтесӗнчен. Эпӗ «Микояна» хӗрлӗ ялавлӑ колхоз тӑвасшӑн. — Пур ӗҫе те тӑвӑр, нимрен те йӗрӗнсе ан тӑрӑр! — вӗрӗнтрӗ вӑл ачисене, хӑй вара, хӑй тумасан та юрамалла ӗҫсене те хӑех турӗ, пур ӗҫре те хӑй ҫав тери пултаруллӑ, ӑста ҫын пулнине кӑтартрӗ; ҫапла ӗҫлени ӑна хӑш тӗлте вӑй ытларах кирлине, йывӑрлӑха мӗнле майпа ҫӑмӑлтарах ҫӗнтерме пулнине тӗрӗс пӗлме май пачӗ. Эпӗ вӗт ытти ашшӗсенчен лайӑх мар, анчах вӗсенчен япӑх та мар… Тен ҫапла та пулӗ, — терӗ вӑл. — Мӗн хамӑр? Fremden-Loge лайӑхрах пулӗ, — терӗ вӑл кельнер еннелле ҫаврӑнса. Амӑшӗ ним тӑвайми пӳлӗнсе ҫитнипе пуҫне усрӗ. Хӑш чухне Никитӑн Вялова хӑйӗн чӗлхине ҫыртса таттарас, хӑйӗн пӳрнине касса пӑрахнӑ пек касса пӑрахтарас килнӗ, — вӑл пӳрнине те кирлӗ пек касса татман: сылтӑм аллинне мар, сулахай аллинне, ятсӑр пӳрнине татса пӑрахнӑ. Сасартӑк капитан хӑйӗн ӗмӗрхи юррине мӗкӗрсе ячӗ: Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине. Вӑл кӑтартнипе Джон Мангльс Гленарвана чарчӗ. Унта вӗт, ҫыру ҫинче, ним те паллӑ мар пулас? Зиночка хӑйӗн сӗтелӗ хушшинчен вӗҫнӗ пекех сиксе тухрӗ те, пӗчӗк аллисене кӑкри ҫине хӗреслесе хурса, тӑнлавӗсем ҫине тар пӗрчисем тухичченех хӗрелсе кайса, калама тытӑнчӗ: — Мировольский юлташ, эсир вӑл мӗнле ташланине курӑр-ха! Ҫав юланут капитан Кассий Кольхаун пулнине вӑл пӗлнӗ. Ултавпа пурӑнтӑр. — Чи малтан, Фома, ытах та ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнатӑп пулсан, хӑвӑн тавра мӗскер пур — ҫавӑн ҫинчен лайӑх шухӑшла. «Авӑ, ҫав кӗтессе ҫитсен, хамӑр ҫул ҫине тухатӑп, ҫапах йӗр ҫухрӑма яхӑн ҫавӑрӑнӑҫ пулчӗ ӗнтӗ манӑн», — тесе шутласа пыратӑп. Симурден каллех калаҫма пуҫларӗ, халӗ унӑн сасси урӑхла, темӗнле мӑнаҫлӑн, ҫав вӑхӑтрах ҫемҫен илтӗнчӗ. — Ан пӑшӑрханӑр мистер Стумп, эпӗ мӗн кирлине пурне те тӑвӑп. — Персе пӑрахмалла тумалла, тетӗп. Аслӑ ӗҫхӗл сирӗн умӑрта тӑрать! — Э, перчеткесем пирки иккен, — хушса хучӗ вӑл питӗ лӑпкӑн ман алла асӑрхаса, — чӑнах та ҫук; кукамайран ыйтас пулать… вӑл мӗн калӗ-ши? А вӑт Емельян мӗн тивмелле маррине нихӑҫан та тивмест…. Нихӑҫан та, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Мӗншӗн тесен ҫынни вӑл вӗреннӗскер, кусем вара ухмахскерсем… Тытса паман-и? Атлантсен суту-илӳ карапӗсем хӗвел тухӑҫнелле — Индие ҫитиех ишеҫҫӗ, — унта ҫав тапхӑрта хура раса хуҫаланнӑ. Унашкал ватӑ хӗрсен юратӑвӗ ҫав тери иксӗлми; суйласа илнӗ ҫыннисем нумай пулин те, вӗсен юратӑвӗ хӑйсен таврашӗнчи мӗнпур ҫынсене, пурнӑҫра тӗл пулакан мӗнпур ырӑ тата усал этемсене савмалӑх та юлать. Эпӗ лакейсене ҫав тери кураймастӑп, малти пӳлӗме кӗреҫҫӗ те вара, лараҫҫӗ, пуҫ тайса саламлама та ӳркенеҫҫӗ. Тепӗр ҫын ун вырӑнӗнче канасси ҫеҫ юлчӗ тесе шутланӑ пулӗччӗ. — Лӑплан, Аксель, — терӗ вӑл, — эсӗ ҫак ҫирӗп кӑмӑллӑ тарҫӑпа нимӗн те тӑваймӑн. Пӗлместӗп, вӑл ҫитӗннӗ ҫын ларсан мӗнле чӑтнӑ тӑр: эпӗ те ун ҫине асаппа ҫеҫ вырнаҫрӑм. Темиҫе салтак ӑна ҫӗклерӗҫ те, васкаса вӑрмана илсе кайрӗҫ. Ыттисем, хӑйсен начальникӗсӗр юлнӑ май, чарӑнса тӑчӗҫ. — Вӑл, тӗксӗм хырӑмне ҫурӑк кӗпе айне именчӗклӗн пытарса, ҫаплах ӳпкелешрӗ: — Ҫакнашкал чӗнтӗрпе манӑн мӗнле хам арӑм куҫӗ тӗлне пулас-ха? Турӑ ӗмӗрлӗхех сана тӳрӗ кӑмӑллӑ юлташ патӑрах! Тӗттӗмленсех ҫитмен-ха, ҫавӑнпа та палуба ҫинчи пассажирсем Айртона аванах кураҫҫӗ: вӑл чуллӑ ҫӗр ҫинче аллисене кӑкӑрӗ умне хӗреслӗ тытнӑ та пӗр сиккеленмесӗр тӑрать. Трюмри шыв ултӑ фут таран хӑпарнӑ. Карап майӗпенех путнӑ. Хуть те эсир пӗр свидетель вырӑнне суякан пин свидетель тупса килӗр — пурпӗрех ҫав аслӑ ӗмӗтлӗ, аслӑ чунлӑ ҫынна эп вӗлернӗ тесен, никам та шанас ҫук. — Вӑл мар, — вӗчӗрхенсе илчӗ Андрей. Хӑраса ӳкнӗ Мишель Флешар ун ҫине аптраса пӑхать, хӑйӗнчен хӑй: ку тӗлӗкре-и е чӑн-чӑнах-и, тесе ыйтать. Пӗррехинче Кавказ тӑвӗсем ҫинче, Ҫурҫӗр Осетинче, 37-мӗш арми ывӑнса ҫитсе ҫапӑҫнӑ кунсенче, Воропаев чул ту ҫинче ҫил-тӑвӑл ҫитмӗл кукӑрлӑ туса хунӑ йывӑҫа курнӑччӗ. Киевра улттӑмӗш класра вӗренет, ҫулла ашшӗ патне таврӑннӑ. Вӑл кресло ҫине ӳкнӗ пекех ларчӗ те, аллисемпе пуҫне пӑчӑртаса тытса, енчен енне сулкаланма тытӑнчӗ, вӑл сулкаланнипе кресло та нӑтӑртатма тапратрӗ. Пултарас пулсан, эпӗ ӑна пичке стени витӗрех вӗлереттӗм. — Ҫапла, — терӗ лешӗ. Уншӑн падре — ҫулпуҫ, апостол, пророк пек пулнӑ, унӑн таса ҫилли умӗнче мӗнпур тӗттӗм вӑйсем сирӗлнӗ пек туйӑннӑ. Ирӗклӗхе хӳтӗлекен ҫамрӑксен падререн кивӗ тӗнпе кивӗ тӗрӗслӗхе вӗренсе, унпа ҫӗнӗлле усӑ курмалла пулать. Шпионсем ҫав тери сӗмсӗр пулни, полици кулкалани тата вӑл хӑйӗн вӑйне кӑтартма хатӗр тӑни халӑха тарӑхтарчӗ. Эсӗ хӑв кунта, хыҫала кил-ха, хӑв сӑмаххусене кунтан кала, эпӗ, калаҫнӑ чухне, ҫынсене куҫран пӑхасшӑн! — Елена мана картинкӑллӑ кӗнеке пачӗ, унта чипер ачах качака таки ҫине утланни пур… «Илья картинкӑна ӗненмен пулӗччӗ. Пуҫсӑр юланут ӗнтӗ ҫурри таран ҫӑра симӗс тӗмӗсем хушшине пытаннӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах вара сирӗн умӑртан етре уласа иртет те, ҫӗре шаплатса ӳкнӗ хыҫҫӑнах пылчӑкпа чул муклашкисене варинкелесе ҫӳлелле кӑларса ывӑтать. — Анна Даниловна, унта сире валли ҫыру пур, — терӗ те вӑл, ҫамрӑк ҫынсем ҫине сӑнавлӑн пӑхса юлса алӑка хупса лартрӗ. Килте, яланхи пекех, пурте выҫӑ лараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл ҫак тупнӑ укҫана та, эрне хушшинче илнӗ ӗҫ укҫи пекех, амӑшне парать. — Мӗн ҫӗнни? Хӗрачана ӑсатса ярсан, вӑл чӳрече патне пычӗ те хайхи ҫурхи чечек пек таса юлташӗ, пӗчӗк урисемпе вӗтӗлтеттерсе, урам тӑрӑх лӗпӗш пек ҫӑмӑллӑн утса кайнине йӑл кулкаласа пӑхса тӑчӗ. Анчах эсӗ паян кӗрес тенӗ пулсан, эпӗ тӑхтанӑ пулӑттӑм. — Хӑвӑртрах, Фратю, илтетӗн-и? — юлашки хут тимлерӗ Соколов. Тӗме ҫинче поляк часовойӗ. Ӑҫта леҫмеллине кайран калӑп. Вӑл чӗркуҫҫийӗсем хутланнине туйса илчӗ, ҫак хӑрушӑ та чӗрчунсӑр ирӗклӗхре хӑй пулӑшусӑр иккенне ӑнланса, шанӑҫ ҫухатнӑ мӗскӗн хӗрарӑм пачах ӑсран кайрӗ те пушхирте тӗлӗнмелле янӑраса каймалла кӑшкӑрчӗ: — Кам та пулин пур-и кунта? Хирӗҫ чӗнӗр! «Хӗрхен, Вакула! — хурланнӑн нӑйкӑшса илчӗ шуйттан. Санин пуҫне сумлӑн тайса илчӗ. Марья Николаевна алӑкран тухса кайрӗ; утнӑ май татах хулпуҫҫи урлӑ хыҫалалла пӑхса, татах йӑл кулчӗ, Санина вӑл каллех паҫӑрхи пекех илемлӗн курӑнчӗ. — Христос мӗнле вара? Ҫапах Уэлдон миссис та хӑйӗн ӗҫлӗлӗхне чылай уҫӑмлӑн палӑртрӗ. Вӑл ҫапла каларӗ: — Эсир ӗҫ пултӑр тесе калаҫса татӑлас тесен, йышӑнма май ҫуккине ан ыйтӑр. Вӑл сухалне хырнӑ ҫӳллӗ ҫын ҫумне таччӑн ҫыпӑҫса тӑчӗ, лешӗ хӑрах куҫлӑ та, амӑшӗ ҫине пӑхас тесе, пуҫне пӗтӗмпех ун еннелле ҫавӑрчӗ. Мӗнпур хаклӑ япалисене пурне те малтанах пытарса хунӑ, шанчӑклӑ алла панӑ. — Ганс Лангут, Рурти доменщик. Вӑл Мориса юратса кайнӑ, ун пирки ним иккӗленмелли те ҫук. Акӑ ӑҫтан кукӑрӑлма пуҫларӗ манӑн пурнӑҫ ҫулӗ. Огнянов юлташӗсене систермесӗр уйрӑлса юлчӗ. Вӑл хӑй ҫумне мастеровойсене пуҫтарнӑ, яланах чухӑнсемшӗн ҫапӑҫнӑ. Ан та ӗмӗтлен! Ҫурхи шыв аннипе Колорадо таҫтанах сарӑлса выртать, ҫавӑнпа ун урлӑ ҫаплипех каҫма та май ҫук. Хуторта Яков Лукича пысӑк ӑслӑ, тилӗ пек чее хӑтланакан тата ҫавӑн пекех асӑрханса пурӑнакан ҫын тесе шутлаҫҫӗ, анчах ҫапах та вӑл акӑ, хуторсем тӑрӑх хаяррӑн ҫулӑмланса ҫӗкленнӗ кӗрешӳрен аякра тӑрса юлма пултараймарӗ, ҫав кӗрешӳ ӑна пӗтӗрӗнсе тӑракан авӑр пекех событисем ӑшне ҫавӑрттарса туртса кӗчӗ. Ну, мӗнле, нимӗҫсем урӑх килмеҫҫӗ-и, э? Аппарат ӑшӗнче мӗнпурӗ лӑкӑртатса, вӗресе, чӗтренсе тӑрать. — Атьӑр! — терӗ Ерофей Кузьмич, тин ҫеҫ горница алӑкӗнчен килсе кӗнӗ Марийка еннелле ҫаврӑнса. Африкӑна тӗпчекен тепӗр ҫын, Дю-Шаллю, термитсем пӗр татӑлми колоннӑпа вуникӗ сехет хушши хӑй умӗнчен иртнине сӑнаса тӑнӑ. Ил, тӑванӑм, тархасшӑн. Аким залри шава ҫӗнтерме тӑрӑшса кӑшкӑрать: — Кая ан юлӑр!.. Макар, кӑранташ татӑкӗпе сӗтел ҫине лӑпкӑн шаккаса илчӗ: — Арҫын ӗҫӗ вӑл — парти хушнӑ ӗҫ. Вӑл чи суя сӑмаха та шанма пултарни ҫинчен эпӗ заклад хурсах тавлашма пултаратӑп. Заклада хамӑн Индирен илсе килнӗ ҫӗҫҫе хуратӑп, эсӗ хӑвӑн кабинетӑнти спирт ӑшӗнчи шӗвӗрӗлчене хур. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе манӑн вӗсен патакне алла илме тивет, — мӗн тӑвассу пур? — Ҫапла, — терӗ амӑшӗ, вӑл чаплӑ тумлӑ пулнӑ пирки именсе. Мӗн турӑн эсӗ мана? — Пире кирлӗ мар! — терӗ йӗкӗт, кӗнекене сентре ҫине тӑратса. — Ӑҫта? — савӑнӑҫсӑр кулкаласа ыйтрӗ Андрей. — Тӗрӗс, тӗрӗс! — тесе килӗшрӗ унпа Сильвер. Вӗсене виҫҫӗшне те мӑйӗсенчен ҫирӗп хӑва хуллисемпе ҫыхса пӗр пысӑк пӗренерен кӑкарса лартнӑ. Вӑрманта пин пӑшалтан та кая мар пулас, вӑл вӗсемшӗн питӗ лайӑх тӗл. Майӗпен куҫаҫҫӗ, ҫул хыҫҫӑн ҫул. Старикӗн пит-куҫӗнченех юнкер ун кӑмӑлне кайни курӑнать, вӑл юнкер патӗнче ахалех май пуррине, ҫавӑнпа та ӑна икӗ фазана парнелесе пама юранине лайӑхах ӑнланса илнӗ ӗнтӗ. Ҫивитти айне ыйткалакан карчӑк кӗрсе тӑчӗ, вӑл ҫийӗнчи тумтирне силлерӗ те, пуҫ тайса: «ҫумӑртан, матӑшкӑ», тесе мӑкӑртатса илчӗ, унтан ӗхлеткелесе, ӑхлаткаласа пус пурин хӗррине вырнаҫса ларчӗ. Господасем! Тенкелсем ҫинче сике-сике тӑраҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, темиҫе кӳлепе ӳпне выртакан Тускуб патнелле аялалла чупса кайрӗ. Йӗкӗт хӑй урине шалтан шалалла сак айне чикрӗ те:— Мӗн вара эсир? Ман йӗри-тавра темле лапӑрчӑк пӑтӑ вӗреме пуҫлатчӗ, хам хуллен-хулленех ҫав пӑтӑ ӑшӗнче вӗресе саланса пынине туяттӑм эпӗ. — Тсссс… — тесе пӑшӑлтатрӗ Леноре фрау, хӗрӗ тӑракан пӳлӗм ҫине пуҫне сулса кӑтартса. Ытти ҫамрӑк ҫар начальникӗсем пекех асӑрханусӑр Говэн аялти хутра шӑпах тытӑҫу пыракан ҫӗрте, пульӑсем шӑхӑрса вӗҫекен ҫӗрте тӑрать. Ҫывӑхра ҫӗрӗк пӗрене выртать. Ан ҫиленсем ӗнтӗ ман ҫине! Анчах аллисем — вӑйсӑр, ҫавӑнпа вӗҫерӗнсе аннӑ та вӑл, тата, ҫитменнине, чӗри тӗлӗнчен алӑк кӗтесси ҫине пырса ҫапӑннӑ пулас. Халь ӗнтӗ вӑл, хӑйсен полкӗнчи ҫынсем хушшинче утнӑ май, полка аркатса тӑкни ҫинчен те, вилӗм ҫинчен те урӑх аса илмерӗ, хӑйне малашне, ҫак вилӗ ҫутӑсемпе ҫутӑлкаласа илекен вӗҫӗ-хӗррисӗр каҫ витӗр тухнӑ хыҫҫӑн мӗн кӗтни ҫинчен те шухӑшламарӗ вӑл. Акӑ Гусев та тӑчӗ. Ҫӳлтен вӗсене мозаикӑн сарлака йӑрӑмӗпе явӑкланӑ. Мучи хытӑ ҫывӑрать. Экипажа парашютпа сикме хушрӑм. Эпӗ — санӑн аҫунтан вӑйлӑрах та, анчах ун пек ҫаврӑнуллӑ мар. Заведующине районтан ыйтӑпӑр: вӑл хут пӗлтӗр, отчет ӗҫне тума пултартӑр, факт. Ҫак сӑмахсемпе эсир хӑвӑра сӑмсапа тӑратса хӑварасшӑн, тепӗр майлӑ каласан, хӗре качча парасшӑн мар тесе каласшӑн пулсан, ку мана питӗ тӗлӗнтерет. Кӑна эсир хӑвӑр ҫапла калатӑр, эпӗ пачах урӑхла шухӑшлатӑп, ӑна эсир пӗлетӗр; эсир халех ман хӗре законлӑ йӗркепе ҫураҫас пулсан, эпӗ сирӗн ӗмӗтӗре ҫак минутрах пурнӑҫа кӗртме хатӗр; ку вӑл манӑн яланхи ӗмӗтӗм пулнӑ, ҫакна шанса тӑрса сирӗн ӗмӗтӗре пурнӑҫлама хатӗр юлатӑп. — Ыратнипе асапланакан сӑн-питӗнче вара, вилес умӗнхи сӑн витӗрех, эпӗ вӑл мана унчченхи пекех сиввӗн те выльӑхла кураймасӑр пӑхнине куртӑм. Мана Иван Кралич тесе чӗнеҫҫӗ. Санӑн урусем те хитре, анчах ҫав урасемпе эсӗ кирлӗ мар ҫӗрелле утатӑн — факт! Хула яланах та ытла шавлӑ пулман, анчах халӗ унта питех те шӑп. — Катьӑран. Ҫак тӗлӗнтермӗш ҫыннӑн сӑн-сӑпатне туллинрех кӑтартас тесе, тата ҫакна калӑпӑр: энтомологире ку таранччен никам тупманнине тупасшӑнах вӑл Уэлдон миссиспа пӗрле Ҫӗнӗ Зеландие кайма килӗшнӗ. Кунӗпех эпӗ Катьӑпа ҫӗре кӗнӗ Марья Васильевна ҫинчен, капитан ҫинчен шутласа ҫӳрерӗм. Капитанӑн пурнӑҫӗ вара тӗлӗнмелле майпа манӑннипе ҫыхӑнса каять. — Юрӗ ӗнтӗ, — тетӗп хам ӑшӑмра, — Снеффельс ҫине улӑхӑпӑр, аван. — Тен, сире, сэр, шкуна та кӑмӑла каймасть пулӗ? — тесе ыйтрӗ сквайр. Эпӗ вӑл питӗ тарӑхнине асӑрхарӑм. Шел! — Эсир ун ҫинчен урӑх нимӗн те пӗлместӗр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл, ҫырӑва каялла парса. Трактир алӑкӗ патне юлса вӑл мана каларӗ: — Атя, чей ӗҫтерем! — Хӗрарӑм шуйттан вӑл, — терӗ Ерошка, шухӑша кайса. — Пултаратпӑр, пултаратпӑр, — харӑссӑн кӑшкӑрса ячӗҫ матроссем. Унӑн тӑррине аран-аран чакаланса хӑпартӑмӑр эпир, айккисем унӑн ҫав тери чӑнкӑ, йывӑҫ тӗмӗсем витӗр тухма ҫук ҫӑра. — Гаучо! — терӗ Талькав. Индеецсен ҫакнашкал ячӗ майорпа Паганеле пӗрре вӑрҫтарса янӑччӗ. — Нихӑш класра та мар. Пӗлессине ӑна кам пӗлет? Ача пӗчӗк юханшывӑн тепӗр енче каллӗ-маллӗ чупкалать, пӑшӑрханса та хӑраса ши! шӑхӑрать, хытӑ кӑшкӑрать: — Арто, усси! Манашкӑ пулнӑ шурӑ париклӗ хӗрарӑмсем урам варринче, уҫӑ вырӑнсенче, ларсем ҫинчех суту-илӳ тӑваҫҫӗ. — Ну, мӗн чухлӗ пачӗҫ сана? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен, Челкаш калаҫманнине кура. Егорушка аллине тӗпне ҫитиех чиксе ячӗ, пӑтратса пӑхрӗ; ҫӑрттан раксем хушшинче ҫухалчӗ, ун вырӑнне ҫиеле уланкӑпа хура карас ишсе тухрӗҫ. — Паллах ӗнтӗ, эпир урӑх вырӑна куҫса кайни саншӑн ырӑ мар пулассине малтанах курса тӑтӑм тата ку мана питӗ пӑшӑрхантарчӗ, анчах манӑн чи малтанах хӑйсен тивӗҫне тӳррӗн пурнӑҫлакан ҫынсемшӗн тӑрӑшмалла пулнӑ, — терӗ доктор мана. — Юлашкинчен тата, пирӗнпе пӗрле пулманшӑн эсӗ хӑвах айӑплӑ-ҫке, — терӗ вӑл. Чылай вӑхӑт иртнӗ вӗт ӗнтӗ: койотсем икӗ сехете яхӑн хупӑрласа тӑнӑ. — Эпир кордонран ырӑ сунса ӗҫме килтӗмӗр. Ҫывӑхрах сӑрт ҫинче эпӗ Наци шкулӗн ҫурчӗ ларнине куртӑм; кунта, каярах хамӑр хуҫа каласа панӑ тӑрӑх, еврей, англичан, француз тата Дани чӗлхисене вӗрентнӗ; анчах эпӗ ҫак тӑватӑ чӗлхерен, намӑс пулсан та, пӗр сӑмахне те пӗлместӗп. Ҫак пӗчӗкҫӗ гимназире вӗренекен хӗрӗх ачаран эпӗ чи кайра пыраканни пулнӑ пулӑттӑм, ҫавӑнпа эпӗ вӗсемпе пӗрле икӗ хутлӑ пӗчӗкҫӗ шкаф ӑшӗнче те выртса ҫӗр каҫма тивӗҫ мар, мӗншӗн тесен кунта начар сывлӑхлисем пӗр каҫрах пӑчӑхса вилме пултараҫҫӗ. Эпӗ илетӗп! — Вӑн мӗнле… Ҫак ӑслӑ чӗрчунсем хӑйсен ҫуртне ма пӑрахса кайни халӗ паллӑ ӗнтӗ! — калаҫрӗ Бенедикт пичче. Унӑн шуралсарах кайнӑ сӑн-пичӗ ҫинче кӑшт хӑпарсарах тӑракан ӑшӑ тути тата хура куҫӗсем ӑраснах уҫҫӑн палӑраҫҫӗ. Тӑван ҫӗршыва сутни — кинжал хӗҫпӑшал пулса тӑнӑ пекех, политикӑн уйрӑлми пайӗ пулса тӑрать. Жухрай кӗтмен ҫӗртенех ҫӗрле пырса сакӑр кун хушши пӗрле пурӑнни Павелшӑн питӗ ырӑ пулчӗ. Вӑл стакан хыҫҫӑн стакан ӗҫе-ӗҫе янӑ, ӑна ӑшӑран ӑшӑ, лайӑхран лайӑх пулса пынӑ. Уй-хир урлах нимӗҫ танкӗсем курӑнса кайрӗҫ. Ҫапла пулсан та, король ӑна ытла ӑслӑ ҫын вырӑнне картман пулсан та, вӑл унӑн ырлӑхӗсемпе усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен король ӑна шанчӑклӑ та ыркӑмӑллӑ ҫын тесе шутланӑ. Раскулачить тунӑ Гаев пуҫ янӑ ҫӗртен Гремячий Лог хуторне таврӑнчӗ: крайри суйлав комиссийӗ ӑна граждан прависене панӑ. Акӑ главкомандующи шпаги. Анчах вӗсем ун куҫӗ умне пуласран пӑрӑнарах ҫӳреҫҫӗ. — Эпӗ килӗшместӗп! Пурнӑҫра тӗрлӗ алӑсти ӗҫне туса пурӑнма пӳрнӗ хӗрачасем усрав ҫуртӗнче ҫичӗ ҫула ҫитиччен, ыттисем вунпӗр ҫула ҫитиччен пурӑнаҫҫӗ. Ах, эсӗ, пӳлӗхҫӗ, инкекӗмҫӗм манан! Мӗн каламалла вара ӑна? — ыйтрӗ суккӑр. Вӗлерекенӗсӗр пуҫне, ҫак ыйтӑва хирӗҫ никам та ответ пама пултараймасть. — Ну, сухӑр, сана шуйттан илсе килнӗ пуль кордонран! — терӗ Устенька, ҫаврӑнса ларчӗ те каллех чӑтаймасӑр ихӗрсе кулса ячӗ. Фаюмэре крокодил вырӑнне хурса хисоплекен Себех те пулнӑ кунта, Тоот та, уйӑх турри, Хмуну хулинче ибис евӗр тӑва-тӑва хунӑскер, хӗвеллӗ Гор турӑ та, Эдфура ӑна ыйхӑ шӑмми халалланӑ, Бубасри Баст та, кушак пекскер, Шу, сывлӑш турри — арӑслан, Пта — вӑкӑр, Гатор — хаваслӑх турри — ӗне, Анубис, бальзамлассин турри, шаккал пуҫлӑскер, Гермонри Монту та, коптсен Минувӗ те, Саисри тӳпе ама-турри Нейт та, юлашкинчен вара овн сӑнлӑ хӑрушӑ турӑ, ун ятне сасӑпа каламан, Хентиементу тенӗ ӑна, «Анӑҫра пурӑнакан» тенине пӗлтернӗ ку. — Илӗр-ха эппин ӑна. Мана маузерпа ҫӑвар урлӑ ҫатлаттарчӗ. Унӑн хӑй юратнӑ сӑн-пите, пысӑк та ырӑ алӑсене курас килнӗ. — Ба-атюшки! Самолет хула ҫине ҫӗкленсе Киев еннелле ҫул тытсанах, ҫаксем ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗ Горева. — Тавлашмалла, тетӗр? Акӑ мӗн ҫинчен тухатас пулать. Эпир чӗнмесӗр малалла пыратпӑр. Сирӗнпе пӗр ҫылӑхлӑ пулас килмест! Вӑл ним тума аптранине кӑтартса аллисене саркаласа илчӗ, хохола питӗнчен пӑхса, вӑл мӗн каласса кӗтсе чӗнмесӗр ларчӗ. Николай валли тумтир туяннӑ чух вӑл сутӑҫсемпе ҫав тери хӗрӳллӗн тавлашрӗ, ҫав хушӑрах хӑйӗн ӗҫке ернӗ упӑшки валли кашни уйӑхра пекех ҫӗнӗ тумтир илсе памалла пулнӑшӑн вӑрҫнӑ пек пулчӗ. Эпӗ ним те мар! — Чӑнах-и? Кунта вӑл Артём ҫинчен ыйтрӗ, анчах слесарь унта пулмарӗ. Документра чӑнласах ҫапла ҫырма пултарнӑ. Плащпа пӗркенсе вӗсем нимӗн хускалмасӑр ларса пыраҫҫӗ. Малалла вулар-ха: Кампа та пулин пӗр пек шухӑшлани, пӗр пек туйӑмпа пурӑнни тата япала ҫине пӗр пек пӑхни ҫут тӗнчен чи паллӑ ырлӑхӗсенчен пӗри пулӗ, тетӗп эпӗ. Манӑн вилес пекех ӗҫессӗм-ҫиессӗм килет. Сӑмахӗ вӗсен часах хӑйсен кулленхи ӗҫӗсем ҫине куҫрӗ — темле диссертаци хӳтӗлесси ҫинчен, Николай Антоныч ҫав диссертацие начар терӗ, Ромашов — лайӑх терӗ. «Ну, ывӑлсем, пурте хатӗр! мӗшӗлтетсе тӑрас мар!» терӗ юлашкинчен Бульба. — Эпӗ ӑна пӗлместӗп. Кӗтмен ҫӗртен ҫапла чӑрмантарни, вӑл ҫакӑнни, ман ҫумма киревсӗррӗн сӗртӗнни мана пушшех уртарса ячӗ. — Лактометр! — тесе кӑшкӑрса ятӑм та шыв тӑкнӑ ҫӗрелле тапса сикрӗм. Куҫ курнӑ таран пӗтӗмпе мрамор пек яка хура-кӑвак тинӗс сарӑлса выртать. — Ах, мистер Стумп, мана паян хӗнесе тӑкрӗҫ. Ҫавӑ кӑнтӑрла иртсен, пӗр сехетрен пулчӗ. Ку темех мар, авланиччен тӳрленет… Эпӗ сана пирӗн запорожецсем ҫинчен ыйтатӑп». Тельмарш, айӑплӑ ҫын пек, пуҫне чикрӗ. — Вӑл сирӗн унта, Енисей тӑрӑхӗнче, нумай ҫав! — Калама ҫук! Хамӑрӑнни те нумай, урӑх ҫӗртен пыраканни те… Кам пурӑнать унта сан? Ҫак пӗтӗм ӗҫе мӗскӗн негрсем ҫине йӑвантарнине лӑпкӑнах итлесе тӑратӑр, вӗсене хута кӗрсе пӗр сӑмах каласчӗ хӑть! Елена халь Берсенев ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӗ; Ара чӑнах та ӗнтӗ, боцман ҫав хӑрушӑ катастрофӑран пӗр сиенсӗр тухнӑ пулсан, капитан мӗншӗн ҫавӑн пекех ҫӑлӑнма пултараймӗ-ха? Мересьев кил хуҫи тухса кайнине те сисмесӗрех выртрӗ. — Тӗлӗкре эсӗ тулӑсем епле курни ҫинчен те каласа патӑм эпӗ, Городцов. — Ой, турӑҫӑм, мӗнле-ха эсир, Воропаев юлташ… чӗлхӳ сирӗн мӗнле ҫавӑрӑнма пултарчӗ… Эпӗ упа паланӗ айӗнчи пӗчӗк лутра сак ҫинче лараттӑм; вӑл ман юратнӑ вырӑнӑмччӗ: кунта Зинаида чӳречи курӑнатчӗ. Андрей тӳрленсе тӑчӗ, амӑшӗн йӗрӗннипе пӗркеленнӗ пичӗ ҫине пӑхса, кулса илчӗ: — Ман пирки япӑх ан шутлӑр, анне! Чуна ҫӑмӑл, ҫав тери ирӗк; хӑвна ху райри пек туятӑн. Ну, мӗн чӗтретӗн? Саша ҫав вӑхӑтра, сак ҫинче ларса, чӑлха тӑхӑннӑ, анчах Фоман юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл, пуҫне ҫӗкленӗ те, ун ҫине сиввӗн пӑха пуҫланӑ. Санин Эмильрен хӑй черечӗпе ун ашшӗ, амӑшӗ ҫинчен, пӗр сӑмахпа вӗсен ҫемьери пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, Джемма ятне асӑнмасӑр ыйта-ыйта пӗлчӗ, анчах вӑл Джемма ҫинчен ҫеҫ шухӑшларӗ. — Пирӗннисем ҫеҫенхиртех ҫӗр каҫаҫҫӗ ав… — ача ҫинӗ май калаҫрӗ карчӑк. Кӗпе кӑна ҫухалман-ҫке тата. — Эсӗ лекӗр патне ан кай Арина: тата ытларах чирлесе каятӑн. Эпӗ генерал! Уншӑн тесен камшӑн та мӗншӗн пурӑнасси паллӑ, йӗрекенсем те пур уншӑн, савакан та пур. Мӗнрен кулаҫҫӗ басурмансем, е тупӑкҫӑ ҫветкӑри гаер-и? Анчах ҫав кратерсемпе цирксене пурне те Уйӑх картти ҫине тӑрӑшсах ӳкернӗ, вӗсен ячӗсене те ҫырнӑ. — Сирӗн мӗнпур канашсенчен кӑштах пӗрремӗш курсра вӗренекен студентсем валли ҫырнӑ учебник шӑрши кӗнӗ пек туйӑнмасть-ши? — ыйтрӗ Воропаев савӑнӑҫлӑн. Кайма тытӑннӑ комбат хыттӑн асӑрхаттарчӗ: — Вӗсемпе сахалтарах уткаласа ҫӳремелле. Ҫыран кукӑрӑлчӑкӗнче, кӳлле анакан мӑклӑ пусма айккисенче, ҫынсен капмар икӗ статуйи ларать, — ҫыран ӳсен-тӑранпа хупланнӑ, унта та кунта арканнӑ-катӑлнӑ. Пусма картлашки ҫинче шывран тухнӑ ҫамрӑк хӗрарӑм курӑнса кайрӗ. Юханшыв тӗл пуласса шанса тӑни халиччен те пурӑнӑҫа кӗмерӗ-ха: пампассенчи ҫӗр сӗтел ҫитти пек тикӗсленсе выртнипе шывсене ҫул уҫса пыма та ҫав териех аван мар иккен. — Айӑпланакан ҫын кам ҫине шухӑшланисемпе паллашасси пире пӗртте кирлӗ мар. Сирӗн хыҫҫӑн пыратӑп та — куратӑп: вӑл юнашарах, алӑпа тытма пулать, ак, халӗ эсир тӑнӑ пек… Сӑмахран, унта ҫакӑн пек вырӑн пур: «Халӗ тӑватӑ сехет, кунта ӗнтӗ халӗ тӗттӗм, эпӗ акӑ сасартӑк ҫывӑрса кайрӑм, вӑрансан, хам та ӑнлансах ҫитейместӗп, темле ырӑ япала пулнӑ пек туйӑнать. Ҫӗнтерме хӑнӑхнӑскер, вӑл кунта та часах хӑйӗн шухӑшне пурӑнӑҫа кӗртнӗ; анчах ҫӗнтерӳ ҫӑмӑллӑхӗ ӑна пӗрре те сивӗтсе яман. — Морис-мустангера ҫын вӗлернӗ тесе шутлама хӗн. — Эсӗ ун ҫинчен ан шухӑшла, — канаш панӑ Наталья. Ну, нимех те мар, сулӑ пирӗн каллех вӗр-ҫӗнӗ, путнӑ япаласем вырӑнне ҫӗнни нумай. Том чул сӑрт ҫинчен хӑйӗн типӗтнӗ какайне аялалла ывӑтрӗ, ун хыҫҫӑн хӑй те шуса анчӗ, шуса аннӑ чухне тумтирне те, ӳт-тирне те чӗркелесе пӗтерчӗ. Паганель хытӑ кӑшкӑрчӗ. Сасартӑк, пирӗн йытӑсене ответ панӑ пекех, чӑрӑшсем хыҫӗнчен таҫта инҫетрен, ӑмӑртмалла йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ. — Чӗн-ха ӑна кунта. Ҫурӑм ҫинче выртнӑ чухне эпӗ куҫа уҫса пӑхрӑм, ҫав виҫӗ пин фут тӑрӑшшӗ, темӗн пысӑкӑш, улӑпла телескоп евӗрлӗ труба витӗр пӗр йӑлтӑркка пӑнчӑ асӑрхарӑм. Вӑл, аллинчи пански йӗппине ал сӗмӗпе вылятнӑ май хӑйӗн Петруҫӗ пӗр тикӗс сывланине итлесе, унӑн кравачӗпе юнашар пукан ҫинче ларать. Ача ҫывӑрсах кайнӑ пекчӗ, анчах тӗттӗмре сасартӑк унӑн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ: — Анне, эсӗ кунта-им? — Владимир Дубровский, — терӗ хӗр ним тума аптӑранипе. — Эх, сӑн-питӳ те санӑн! Вӑл сире шанать. Макҫӑмпа хӗрарӑмсем, пысӑк кимӗ ҫинчи пекех ярӑнса, ҫӳллӗ рессорлӑ авалхи сарлака коляска ҫинче ларса пыраҫҫӗ. — Вара мӗн? Унпа юнашар Маякин утнӑ, вӑл, хӑлха патне сӗкӗнсе, йӑлӑха пӗлмесӗр пӑшӑлтатса пынӑ: — Пӑх-ха, мӗн чухлӗ халӑх капланса пырать, пинӗ-пинӗпе вӗт! — тенӗ вӑл. — Шыв, шыв! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ; савӑннипе алӑ ҫупа пуҫларӑм, ӑсран кайнӑ ҫын пек хӑтланма тытӑнтӑм. Боцмана Джоб Эндерсона суйласа илчӗҫ. Ӑна малтанхи пекех боцман тесех чӗнетчӗҫ, анчах вӑл штурман обязанностьне туса пычӗ. — Ав, Дрягин мӗнле! — мухтаннӑ пекрех калаҫнӑ вӑл ял ҫинче. Атте пӗр тытӑнса тӑмасӑр ҫырнӑ хаяр сӑмахсем мана хытӑ кӳрентерчӗҫ. — Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑн. Пӗр самантлӑха унӑн ҫаврака пичӗ макӑрма хӑтланнӑ пек пӗркеленсе илчӗ, унтан вӑл тӗлӗннине, юлашкинчен ҫав тери хӑранине палӑртрӗ. Постановленисене пӑхӑнас килмен ҫавӑн йышши господасене асӑрхама та вӑхӑт ӗнтӗ! Ҫавна парсан — эпӗ сана престол ҫумне ылтӑн сӑнчӑрпа тимӗрлесе лартӑп, сан ҫине пӑхса кӗл тӑвӑп… Паллах, эпӗ хӑвӑртрах, старик таврӑниччен, тухса каясшӑн, анчах ҫакна пачах палӑртмастӑп. Пӗтрӗ те-и ӗнтӗ? Вӗсене вӑрттӑн сутсан япӑх пулать те ӗнтӗ, анчах ҫав-ҫавах хӑтланса пӑхатӑп. «Улталарӗҫ!» — тесе кӑшкӑраҫҫӗ куракансем. Кӑтӑрса кайнӑскерсем, вырӑнтан сике-сике тӑрса, сценӑна ҫӗмӗрме, актерсене хӗнеме тытӑнчӗҫ. Пӗр ӗҫ тума кӑна килӗшмест — экрана Канаш Ҫурчӗпе ҫыхӑнтарма. Мӗн кирлӗ-ха вӗсене? Шурӑ йывӑҫсемлӗ хӗл кунӗ, пушар ҫулӑмӗ пӗлӗте ӳкнӗ евӗр пачах хӗрлӗ тӗслӗ каҫ, хуҫлатса хунӑ аллине чӗлӗм тытнӑ фламандски мужик, ӑна ҫын евӗрлех мар, манжет тӑхӑннӑ инди автанӗ евӗрлӗрех тунӑ — ак ҫакӑн пек сюжетсемпе ӳкернӗ вӑл картинӑсене. Тепӗр кунне, кӑнтӑрла тӗлӗнче, ачасем каллех хӑрӑк йывӑҫ патне пычӗҫ: вӗсем хӑйсен хатӗрӗсене илсе каяс, терӗҫ. Ӑна манӑҫнӑ кӗлӗ сӑмахӗсем аса килсе ҫӗнӗ ӗненӳпе хӗрӳлӗнтерчӗҫ, ҫав ҫӗнӗ ӗненӗве вӑл хӑйӗн чӗринчен хӗм пек кӑлара-кӑлара сапаларӗ. Айван савӑнӑҫпа пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине. Пӗррехинче вӑйлӑ тӑвӑл ҫав яхта тымарӗ-мӗнӗпе вӑтӑрса кӑларнӑ та, игумен вара ҫав кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартнӑ. Анчах яш ӗмӗрӗн ырӑ та мӑнкӑмӑллӑ туртӑмӗсем ҫинчен каласа памасӑр епле чӑтайӑн-ха? Сирӗн упӑшкӑр ҫӗр пин долларне хӗрхенмӗ тесе шутлатӑп эпӗ?.. — Хӗрхенмӗ, ун чухлӗ укҫа пур пулсан, — сиввӗн тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Хальхи мыскараҫӑ тени пуҫлать вара пӗр-пӗр халап шухӑшласа кӑларма, тӑсать те тӑсать, чӗлхи мӗнле тата, виҫӗ кун апат ҫитермен тейӗн, ҫӗлӗкна ил те пӳртрен тухса шӑвӑн хуть. Ку тӗрӗс, ку тӗрӗс! — кӑшкӑрса ячӗ Ромашов ӑшӗнче темӗнле савӑнӑҫлӑ сасӑ. Халӑхне ӗҫе кӑларма пултараканни кам тата? Ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче сӗм вӑрмана килсе кӗрес ҫук вӗсем. — Ман кӗмелле… эп хам тенор. Ҫапла эпир пӗр тӗле ҫитрӗмӗр, кунта тинӗс хӗррипе пымалли ҫул тӑп-тӑвӑр юлнӑ. Акӑ губком решенийӗ, — терӗ те вӑл, Панкратова тӑваткӑллатса хутланӑ хут татӑкӗ тыттарчӗ. Йӳҫӗ шӑршлӑ ҫӑм, ҫӗр пыйти, ҫав вӑхӑтрах… «Ыранччен!» — терӗ ӑна пӑшӑлтатса канцелябрсен тӑватӑ ҫурта ҫути айне лекнӗ Марья Николаевна. Вӑл 1835 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче пуҫланнӑ, ытларикун… — Каҫпа ҫичӗ сехетре те хӗрӗх пилӗк минут ҫурӑра, — тесе сиксе ӳкрӗ Мак-Набс, вӑл калакан датӑсене ӗненмен пек кӑтартса, Паганеле пӗр май вӑрҫтаракан майор. Кашни сӑмахне уйрӑммӑн пат татса каласа ыйтрӗ: — Упӑшку, каҫхине киле килнӗ хыҫҫӑн, Совета е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре кайса килмерӗ-и? — Ах, аван мар, мужиксем! — Хмелько пӗтӗм кӗлеткипе малалла туртӑнса илчӗ. Унӑн сӑмахӗсене хӑлхана та чикмесӗр, Макар Корчжинский ҫине пӑхса тӑрать, шухӑша кайнӑ пек, ерипен калаҫать: — Партисӗр ӑҫта кайса кӗрем-ха эпӗ? Ялкӑшакан питпе тӑсать вӑл аллисене ӑна хирӗҫ. Ермолай манӑн кӳршӗсенчен пӗрин, авалхи йӑласене хисеплекен помещикӑн крепостной хресченӗ шутланать. Помещик унӑн шӑнса кӑвакарса кайнӑ шӑм-шакки ҫине нимӗн шарламасӑр пӑхса илнӗ те, мӗскӗне хӑйӗн тӑлӑпӗпе чӑркаса киле илсе пынӑ. Ну, ну, аван-и? Хул пуҫҫисемпе тӗрткелешсе, пӗкӗрӗлсе Лось яп-яка стенасен хушшинче куҫать. Итле, Гальмало. — Ӗнсине хыҫӗ-ха вӑл, анчӑк ҫури! — Пыжицкин алли ҫӳлелле ҫӗкленсе ҫавӑрӑнса илет те каллех трибуна карлӑкӗ ҫине ӳкет. Вӑхӑт кӑнтӑрла иртсе 1 сехет те 13 минут пулнӑ. «Мӗн ку — йӑвашлӑх-и? — тесе шухӑшларӗ креолка. Эс кукамайран ан хӑра… вӑл ирӗк парать. Сывлӑшри ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫавна асӑрхаса, Стручков ун хыҫҫӑн ыткӑннӑ. Ганс пӗрмаях сулӑ рульне тытса пырать. Ыран акӑ вӑранаҫҫӗ хӗрарӑмсем, вӗсен ачисем валли турӑ амӑшӗ ӗнтӗ пӑртак хатӗрлесе хунӑ! Ривэрӑна тренировка пункчӗсенче час-часах хушса каланӑ чухнехи пекех вӑл хытӑ сасӑпа каланӑ. — Эпӗ чӑнласах пулӗ тетӗп. Тепӗр чух, тӗрес-ха, эрменсем хӑйсене черккессемпе лезгинсем вырӑнне хума хӑтланкалаҫҫӗ, анчах Бек, ман шутпа, пач та суякан йышши мар. Ӳчӗ унӑн сарӑ, имшер, вӑйсӑр урисем ытла ҫинҫе, хул калакӗсем мӑкӑрӑлса тухнӑ, ҫурӑмӗ нумай ҫул хушши шарманка йӑтса ҫӳренине курпунланса кайнӑ. — Атя-ха манпа, Ульяна Ивановна, — терӗ те Артамонов, хуҫа арӑмӗ хӑй хыҫҫӑн пынипе пыманнине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, пӳлӗмрен тухрӗ. Базаров тимлӗн те салхуллӑн ӗҫленӗ… Ҫав вӑхӑтрах Николай Петрович ҫуртӗнче унӑн хӑй чунне лӑплантаракан кӑна мар, унпа хаваслансах калаҫас килнӗ чӗрчун пулнӑ. Эсӗ шухӑшна татрӑн-и? — Ку Гуж-ле-Брюан. — Пӑрахӑр, тетӗп! Хулари музейре «Св. Мария» экспедицине чысласа хӑйне пӗр пӳлӗм панӑччӗ, паллӑ экспонатсем хушшинче хамшӑн интерӗслӗ ҫӗнӗ япала куртӑм эпӗ, вӑл Седов тусӗн П. художникӑн асилӗвӗччӗ, унта Флор сӑмахӗсенче Климов штурмана епле тупни ҫинчен каланӑччӗ. Папа облаҫне вӑрттӑн майпа хӗҫпӑшалсем турттарса килнӗ чухне тытса илесрен вӑл аран хӑтӑлнӑ. Мӑлатук илсе унпа тӑм кӗлеткесене ҫапса ҫӗмӗрессе питех те ҫӑмӑл ӗҫ пек туйӑнать. — Эсӗ ывӑннӑ-ха. Ҫавӑн пек пӗр аппетитсӑр ӗҫме… — …англичансемпе американецсем кӑна пултараҫҫӗ, пӗлетӗп! Берсенев апатланма кӑна тухкаласа кӗчӗ. — Ку мӗне пӗлтерет? Ватӑ Финшӑн та укҫа пама палӑртнӑ — икҫӗр доллар. Витрисене кӗвентипе ҫӗклесе, вӑл шыв патне каять-мӗн. Тимур акаци тӗмӗ хыҫнелле чӑмрӗ те сӑнама тытӑнчӗ. «Патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протез пирки столовӑйӗнче тавлашу пуҫланса кайнӑ: Мересьев вӗҫекен пулать-и, ҫук-и? Ҫамрӑксен тавлашӑвӗ хӗрӳллӗ, вӗри пулнӑ. Лось аллине сирчӗ. Аэлита шӑппӑн ыйтрӗ: — Мӗскер? Хуса чупса ҫитрӗ, ун арӑмӗ ярӑнса пычӗ те, тискер скандал пуҫланса карӗ: вӗсем виҫҫӗш те пӗр-пӗрин ҫинелле тапа-тапа сикме, сурма, улама тапратрӗҫ, ҫавӑ вара ҫапла пӗтрӗ: хӗрарӑмсем макӑрма саланса кайсан, хуҫа мана каларӗ: — Эсӗ халлӗхе ҫавна пурне те пӑрах, ан вӗрен — хӑвах куртӑн, авӑ мӗн пулать! — терӗ. Пур ҫӗрте те, кирек ӑҫта та. Пулма пултараймасть! — куҫне хӗссе, Горевӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ прокурор. Вӑл ҫӗре йӗпетме васкамасть-ха, — ӗҫлемешкӗн хӑйне вӑхӑт нумай панине пӗлет пулмалла. Ӑсатам сана апла-тӑк, — хушса хучӗ вӑл. Председатель, йӑл кулса, шупка сарӑ кӑтрашка мӑйӑхӗсене алтупанӗпе шӑлса якатрӗ, хӑйне хӑй тивӗҫлӗн тытса, Давыдова алӑ пачӗ. Ҫавӑн пек илемсӗр ҫи-пуҫпа Яков Лукич правлени тӗлнех ҫитрӗ, хӑй шалт тӗлӗнсе пычӗ: тӗл пулакан хӗрарӑмсем сывлӑх сунаҫҫӗ те темшӗн хӑвӑрт пӑрӑнаҫҫӗ… Ҫул ҫинче виле курни вӑл — усала пӗлтерет. Вӗсене чурасем туса хунӑ, вара пирӗн эра пуҫланнӑранпа Хӗвеланӑҫ Европӑна Африкӑран илсе килнӗ пӗрремӗш чурасем ҫак ҫынсем пулнӑ. Пӑван пуҫне тата аяларах тайрӗ. Ку питӗ нумай тӗл пулакан начар произведенисенчен пӗри пулнӑ; вӗсенче нумай вуланӑ, анчах пултарайман авторсем вилӗ чӗлхепе, тӑрӑшса, анчах мӗнле те пулин «тарӑн» е «чӗрене тивекен» идейӑна питех те элес-мелес ҫутатса парасшӑн пулнӑ; вӗсем, трагедилле конфликт тупса, Ази халерӗ пек кичемлӗх илсе килнӗ. Эпӗ ӑна атте ҫырнӑ ҫырӑва патӑм. Джонни пӗкӗрӗлсе ларчӗ те пӗрмай хӑйӗн ури ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Тепӗр кунне ӑна тухтӑр питӗ те тӗплӗн пӑхрӗ. Мӗн эсир, ухмаха ертӗр-им? — Пурнӑҫа урӑхлатни — чи лайӑх эмел, тенӗччӗ эсир хӗлле. Кӗсйинчен йывӑҫ хуппи кӑларчӗ те ҫурта патне хучӗ, анчах кайран унӑн пуҫне темӗнле ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ. — Савнӑ Паганель, — терӗ Элен, — сире каллех хӑвӑрӑн вылякан шухӑшӑрсем фантази хупӑрлавӗнче хуплаҫҫӗ. — Чи малтан вара — ӑслӑ ҫынсем, Сталин юлташ. Тӗмсен тураттисене хуҫнӑ е сирис вырӑнсенче хӑвӑртрах утма пулать. Берсенев темиҫе хутчен те диван ҫинчен тӑчӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса, вырӑн патне пычӗ, унӑн ҫыхӑнусӑр сӑмахӗсене хурлӑхлӑн итлерӗ. — Эпӗ хатӗр, — терӗ Микель. Англи аллинче тӑракан Добрая Надежда сӑмсахӗнчи губернатор, утрава колонизациленине пӗлсен, Ламберта Англин протекторатне куҫма сӗнӳ панӑ. Вӑл пире хӑваласа кӑларса яратчӗ, каҫпа вара приказчика каласа кӑтартатчӗ, лешӗ мана ҫиленсе калатчӗ: — Мӗнле-ха апла эсӗ: кӗнекесем вулатӑн, турӑ ҫыруне те вулакалатӑн, ху тата — ҫавӑн пек ашкӑнса хӑтланатӑн, э? Портрет унӑн куҫӗ умӗнче пӗрре икӗ пая, тепре тӑватӑ пая пайланчӗ; пур стенасем те хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан чӗрӗ куҫлӑ портретсемпе тулнӑн туйӑнчӗҫ. Ун ҫине хӑрушӑ портретсем мачча ҫинчен те, урайӗнчен те пӑхрӗҫ, пӳлӗмӗ, куҫ сиктермесӗр пӑхакан портретсене ытларах вырнаҫтарас тесе, вӗҫӗ-хӗррисӗр пысӑкланса пычӗ. Лодыжкин мучин Мисхорпа Алупка хушшинче, аялти ҫултан анатарах, тахҫанах палӑртса хунӑ пӗр кӗтес пур, унта апатланма пит аван. Ҫӗр ӑшне пытарнӑ, ҫав тери асаплӑн хӗвел патнелле кармашакан вилме пӳрнӗ пек миллионшар пӗрчӗсене калама ҫук хӗрхенсе, хытӑ пӑшӑрханать. — Прохор официанта курма пулмӗ-ши? — тесе ыйтрӗ Глашӑран палламан рабочи. Ку вӑл уншӑн та, сирӗншӗн те питӗ лайӑх пулӗ, тесе шутлатӑп. Арӑмӗ, халран кайнӑскер, аллисене саркаласа пӑрахса, кровать ҫинче выртать. Кӗҫех мӗн те пулин сиксе тухсан — ячейкӑна чӗнеҫҫӗ: курсах тӑр, епле те пулин канаш парса хӑваратӑпах ҫавсене. Юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ; вӑйлӑ юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх тапхӑрӗ те вӑрӑмрах; вӑйлах мар юрату тапхӑрӗ — курайманлӑх та хӑвӑртрах иртет. Кӗскен каласан, ку акӑ мӗнле пулса тухрӗ: вӑл ишсе пынине кура эпир штурманпа ҫав карап хамӑрӑн Ҫурҫӗр флотне кӗмест-и, тесе кӑшт тавлашса та илтӗмӗр (вӑл тавлашӑва кӗнеке ҫине кӗртес те мар). — Паллах, ку тӗлӗшрен эпӗ иртӗннӗ ҫын, — ыр кӑмӑлпа ӳкӗнетчӗ вӑл. Анчах вӑл ҫӗр ҫинче выртакан ҫырӑва, Диаз пӑрахса хӑварнӑскере, илсе пӑхсан, унӑн кӑмӑлӗ часах улшӑнса кайрӗ. Ҫынсене ӗҫе пыма хушса, гудок уласа илчӗ. Анне аттене хулран тытса илсе тухрӗ. — «Ҫук». Артур алӑ пусрӗ, хӑйӗн хучӗсене илчӗ те пӗр сӑмах чӗнмесӗр тухса кайрӗ. — Анне, — кайӑк пек чӗвӗлтетрӗ Жоржетта. Вӑл тӳремлӗх енчен, чулту патӗнчен илтӗннӗ пек туйӑннӑ. Хӑшпӗр япалисем «палатка» патӗнчеччӗ — унта спирт лампочки, кашӑк, йывӑҫран тунӑ ещӗк, ещӗкӗнче тӗрлӗ арӑш-пирӗш, сӑмах май каласан, парусина ҫӗлемелли хӑйсем ал-вӗҫҫӗн ҫеҫ тукаланӑ темиҫе хулӑн йӗп. — Тӑхтӑр-ха, — терӗ вӑл, — тӑхтӑр. Ҫутӑлас умӗн аташма пӑрахрӗ, шуралса халран кайрӗ вӑл, пӗр сехете яхӑн нимӗн тапранмасӑр выртрӗ, сывлани те аран-аран кӑна палӑратчӗ; унтан ӑна ҫӑмӑлтарах пек пулчӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ, анчах мӗн ҫинчен тейӗттӗрччӗ-ши эсир?.. — Мӗнле вӑл… хӗнесе пӗтеретӗп, терӗ-и? Вӑл мана мещенле трагедисем тӑвакан е ҫемье романӗсем ҫыракан, е, сӑмахран, «Библиотека для чтения» валли повеҫсем ҫыраканне уйӑрса хуман-ши? Эсӗ питӗ-питӗ таса, ырӑ, эпӗ сана ун ҫинчен калама та вӑтанатӑп. Хӑйне хӑй пулнӑ тинӗс крепоҫӗн нумай башнисене вӗҫӗмсӗр пырса ҫапӑнакан хумсем чылай ҫуса якатнӑ унтанпа. Григорий именнӗ пек пулать. Ирсерен шурӑмпуҫ хӗрелсе хӑпарнине пӗрре ҫеҫ мар курнӑ ӗнтӗ Озеров, анчах хальхи пек, вӑрмансемпе хырсем, ялсем ҫинелле меллӗн те хӑватлӑн хӑпаракан чаплӑ шурӑмпуҫне халиччен курман пек туйӑнчӗ ӑна. Вӑл каҫхи шуҫӑм мӗнле ҫуталнине, мӗнле сӳннине курчӗ; хуралҫӑ-пирӗштисем, тӗнче хӗррине хӑйсен ылтӑн ҫуначӗсемпе витсе, ҫывӑрма выртрӗҫ; кун ӑнӑҫлӑн иртрӗ, ӑнӑҫлӑ та лӑпкӑ каҫ килсе ҫитрӗ, ҫавӑнпа вӗсем халь ӗнтӗ тӳпере хӑйсен килӗнче лӑпкӑн ларма пултараҫҫӗ… — Ун ҫинчен сире кама та пулсан тепӗр арпашса ҫӳрекен географ каласа панӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн «Дункан» Ҫӗнӗ Зеландин хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсем патӗнче ҫӳренӗ-ха? Мӗнле телей ӑна таркӑнсене пулӑшу пама илсе килчӗ-ши? Уйрӑмлӑха уйӑрма-палӑртма йывӑр, мӗншӗн тесен хӑвӑртлӑх ҫав тери пӗчӗк. Пӗррехинче хӑй сунарта ирхине икӗ пӑлан вӗлерни ҫинчен пӗлтерчӗ. Хӑйӗн «чун савнийӗ» ҫинчен, лешӗ епле хӑй хыҫӗнчен ҫӗрле кордона ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ. Темиҫе ҫын ҫӗр ҫинче юн юхтарса выртать. — Нэн, — чӗнтӗм эпӗ. Кӑнтӑрла иртсен, ытла чечекӗн йӑлкӑшакан ялава Зли-долӑ тӳпине илсе кайрӗҫ те пӑлхавҫӑсене пачӗҫ. Тӗрӗслӗх вӗсемпе. Анчах шыв юхӑмӗ пыракан ҫулран эпӗ мӗнле пӑрӑнса кайнӑ пулать-ха? — Сӑмах майӗпе каласан, — терӗм эпӗ малалла, — мана, мистр Гэндс, ҫак ялав кӑмӑла каймасть, ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ ӑна антаратӑн. Ӗҫ ҫитет, ачам, тарлаттармалӑхах пур, — терӗ вӑл, Кострома енче пупленӗ майлӑ «а» сасса пусарах каласа. — Пӗр тумлам та ҫук-ҫке! — Паян мӗн пулчӗ, тетӗн? — Ҫук, — терӗ ӑна Талькав. — Ыйтма кая юлтӑн, Петр Ильич, — тенӗ ӑна хирӗҫ Тихон, аяккалла пӑхса. Эпӗ ӑна халичченех улталаса пурӑнтӑм, анчах вӑл ун ҫинчен пӗлнӗ», — терӗ. Ирхине Андрей Павел амӑшне пӗвӗпе тата лутрарах, сӑнӗпе тата кӑмӑллӑрах пек туйӑнчӗ. — Вася, мӗн эсӗ, мӗн пулчӗ сана? — теме ҫеҫ пултарчӗ вӑл. Пирӗн япаласене лашасем вырӑнне йӑтса пыма Ганс виҫӗ исландеца тара тытрӗ. Хӗр ӑна хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ, ун умӗнче пӳрнисене хӑвӑрттӑн вылятса, аллинчи ҫинҫе патаккине вӗттӗн-вӗттӗн хуҫса тӑчӗ. Эпир шӑтӑкӑн пӗр стени патнелле ҫывхарнӑ чухне ӑна хунарпа ҫутатса пӑхсан, тулалла тухса тӑракан чулсем пӗр тӑтӑшран юхса пыракан йӗр пулса пынинчен, хамӑр мӗнле хӑвӑртлӑхпа кайнине чухласа илме пултартӑм. Вӑл ҫав йытӑ витинче, Обердофер тавернинче шӑнса чирлемерӗ пулӗ-ҫке? Никита аллисемпе пиччӗшӗн хулпуҫҫийӗнчен, кравать пуҫӗнчен, пукансенчен тытса чӳрече патнелле шунӑ; ряси ун ҫинче, хуҫӑк мачта ҫинчи парӑс пек, ҫакӑнса тӑнӑ; чӳрече умне ларсан, вӑл ҫӑварне уҫса аялалла, сад ҫинелле, инҫетелле, хура шӑрт пек курӑнакан вӑрман ҫинелле пӑхнӑ. Халӑха пӑсса яраҫҫӗ, пӗтӗм халӑха! Софья пирус тӗпне чей чашки ҫине хучӗ, пуҫне сулчӗ те, унӑн ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫӗ ҫӑра пайӑркасемпе ҫурӑмӗ тӑрӑх саланса кайрӗ. Унӑн ҫӗр еннелле тӑракан тӗпӗ тӳрӗ те яка, вӑл хӗвел ҫути ҫутатакан тинӗс ҫийӗн ҫутипе йӑлтӑртатса тӑрать. Суд хӑйӗн решенине Матра показанине хисепе илсе йышӑннӑ. Халлӗхе вара кунта чӳрече айӗнченех сад пуҫланать, йӑлтах чечек пуснине пула, юр пек шурӑ сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, шурӑ кӗпеллӗ хӗрачасен кӗпӗрленчӗк ушкӑнӗ евӗр, черешнясем нумай йышпа ҫап-ҫавракан та кап-капӑррӑн саркаланса лараҫҫӗ. — Хута кӗретӗп, паллах! Хута кӗретӗп! — Ҫапла… Контрреволюци ҫак юлашки йӑвине пӗтерсе хума, поляксемпе вӑрҫакан вӑрҫӑ чарӑннипе усӑ курса, Совет ҫӗршывӗ хӑйӗн ҫарӗсене Крым енне куҫарать. — Эсӗ илтмерӗн-и: мӗншӗн вӑл пуриншӗн те мана тӳлеттересшӗн? Пӗлетӗп! — терӗ. Тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ. Ҫитменни ҫине эпӗ ҫурӑмӑнтан мар, кӑшт аяларахран вӗтелӗп, ларма та, выртма та кансӗр пултӑр сана, ҫӗр ҫӑтасшӗскерне! Хӑюсӑррӑн илтӗнкелекен кулӑ хытӑрах янӑрама пуҫларӗ, хыҫалти ретсене кӑлтӑртатса ҫитнӗ ҫӗре вӑл аслати пек кӗрлекен пулчӗ, чунсене ҫӑмӑллатса ячӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗ халӗ пушӑ ҫурт пек туйӑнать, ун пек ҫуртра нихҫан та пурӑнакан ҫуртри пек пулмасть. — Манран пулас ҫук вӑл. Ҫийӗмри салтак шинелӗ хам никама та кирлӗ маррине пӗлтернӗн туйӑнать мана, ирӗксӗрех хӗрхенсе пӑхтарать вӑл ман ҫине; ҫав хӗрхенӳ маншӑн калама ҫук йывӑр, ыйткалакана хӗрхеннӗпе пӗрех. — Халь ҫавна персе пӑрахӑр! — терӗ те Марчев: — пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ! — тесе шутлама тытӑнчӗ. Таня Величко Сталинградра ҫуртсем тӑвать. — Ставассер вӗҫнӗ-ҫке… Хӗрӗн вӑрӑм та кичем апатра ларас пулать, ҫакӑ ӑна пушшех тарӑхтарать. Пулӑшӑр-ха ларма… ак ҫапла… — Ку самӑй ҫавӑ-им-ха? — петлицӑсем ҫине кӑтартса, кӑшт ҫеҫ хӗрелсе ыйтрӗ Ольга. — «Эпир бетонпа тимӗр витӗр тӳрех чӗререн лектеретпӗр» текенни-и? Вӑл ҫаврӑнчӗ те хӑйсенчен инҫех те мар Боримечка темле тикан хыҫҫӑн чупнине курчӗ. Итлӗр-ха, эсир шухӑшлатӑр пуль, эпӗ пысӑк чина та пуянлӑх шыратӑп тесе, — ан шутлӑр: хӗрӗме ҫеҫ телейлӗ тӑвасшӑн; сире хальхи вӑхӑтра ӑмсанмаллах мар, анчах вӑл иртме пултарать. — Ҫӑмӑл-и! Сыснасене пӑхса ларма! — терӗ урядник, йӑпанма май килнипе ҫав тери хӗпӗртесе, тепӗр аякӗ ҫине ҫаврӑнса выртса тата икӗ аллипе те хӑйӗн вӑрӑм ҫурӑмне хыҫкаласа. Хӑш-пӗр шанӑҫсӑртарах вырӑнсенче, пӗрин урисем шуса ана пуҫласанах, ытти юлташсем пулӑшу пама пултарччӑр тесе, пӗр-пӗринчен вӑрӑм вӗренпе ҫыхӑнса пӗрле анатпӑр. Юрать пулсан, пуҫламалла. Ҫакна Челкаш каларӗ пулин те, Гаврилӑна ҫапах та ҫын сассине илтни ыррӑнах туйӑнчӗ. Пур ҫынсен пичӗсем те, пӗрремӗш ӗретрен пуҫласа хыҫалти ӗрете ҫитиех, уншӑн пӑшалсем пек туйӑннӑ. Эрех ӗҫме каймасть-ҫке-ха вӑл укҫа, кӗнеке туянма! Кашни кун, ытларах апат хыҫҫӑн, Дик Сэнд кимме е пӗр, е тепӗр ҫыран хӗрне чарчӗ, шыв хӗрринчи чӑтлӑха тӗпчерӗ. Философи докторӗ Горева кӑларакан тӗтӗме пӗр вӑтанмасӑр ҫӑтать. Ытти вара пурте кӗске вӑхӑтрах, темиҫе секундрах пулса иртрӗ. — Вара юнаса илчӗ. Джойс пирки эпир шиклентӗмӗр — вӑл тӑрӑшакан тата лайӑх кӑмӑллӑ тарҫӑ, щетка тытса тумтире питӗ лайӑх тасатать, анчах вӑрҫӑ валли вӑл нимӗн чухлӗ те юрамасть. Анчах каҫ пулса ҫитет кӑна, пӗтӗм тӗнче ҫинчен манса каять вӑл, хура куҫхаршиллӗ хӗр сӑнарне те тӗтре хупӑрласа илнӗн туйӑнать ӑна. Ҫав сӑнар хӑйӗн уйрӑмлӑхне ҫухатсах пырать, ун куҫӗ умне темӗнле инҫетрен-инҫетрен, тӗлӗнмелле шӑхличе кӗввине тарӑн шухӑшлӑ тунсӑх сасси памалӑх кӑна курӑнкалать. Ҫӗнӗ хыпарсене пурне те пӗлсен, Яхно хӗрсех кайрӗ. Акӑ ҫак ватӑ йӗке хӳре, Михеич-счетовод, мана тӳрех чикан туса хучӗ. Вӑл лешӗ тӗме урлӑ каҫса курӑнми пуличченех пӑхса сӑнаса тӑчӗ. Санин Джеммӑн чӗркуҫҫисем ҫинчи пӳрнисем чӗтренине курчӗ… Тискер мустангсем Юланутсем хӑйсен йӗнерӗсем ҫинчех юлчӗҫ. — Марьянка, итле-ха, сирӗн пата начальнике янӑ темест-и? — терӗ йӗкӗт ун патнелле ҫывхарса. Паллаймарӑр-и? Пур кӳршӗсене те хӑнана йыхӑрма кӑларса яратчӗ. Иван Никифоровичӑн сӑмси сливӑ майла ҫеҫ пулин те, Агафия Федосеевна ӑна, сӑмсинчен ярса тытса, йытӑ ҫурине ҫавӑтнӑ пек, хӑй хыҫҫӑн ҫавӑтса ҫӳрет. Гимназист блузине тӑхӑннӑ сарлака та мӑнтӑр Яков ытларах ун евӗрлӗ пулнӑ. Пӗр дворец хыҫҫӑн тепри лара-лара юлчӗ. Юргин хӑй вырӑнӗ патнелле шӑвӑнчӗ. Ӑнлантӑн-и? — тесе ыйтнӑн туйӑнса карӗ. Малтанах калаҫу темле суту-илӳ предприятийӗсем ҫинчен хускалчӗ: вӑл ҫак ӗҫе лайӑх пӗлет, пӗр фабрикӑна хӑй аллине илесшӗн пулса, кӑштах службине пӑрахман, теҫҫӗ. Хӑй килтех пулнӑ пулсан, эпӗ унпа хамах калаҫнӑ пулӑттӑм. Куратӑн, ялан ӗҫре… Сайра курнӑҫатпӑр… Эпӗ, тӑванӑм, тасалӑха юрататӑп, арӑмсемпе пурӑнмастӑп, хӗрсемпе кӑна. — Акӑ тата! — терӗ Гленарван. — Пулӑшма килӗр, Том, пулӑшма килӗр! — тесе пӗтӗм сассипе кӑшкӑрса ячӗ Джон. Унтан темле майпа эпӗ урама чупса тухрӑм, пӗр магазинӑн ҫутӑ чӳречи умне пырса тӑтӑм. Магазинра, ман ҫине пӑхмасӑр, лӑпкӑн кӑна Катя уткаласа ҫӳрет. Ну, тетӗп, сыхӑ пуласчӗ: хам паталла пӗр-пӗр ҫавра ҫӑкӑр ишсе килнине курмасӑр юлас марччӗ. — Анне-е, — мана пӑчӑ, — ӗнӗрлерӗ Яков. Гвоздев калаҫма тытӑнчӗ ҫеҫ мар. Старикӗн куҫӗнче те хӑй иртнӗ каҫ ун патӗнче, чаршав ӑшӗнче пулнине палӑртакан паллӑ пур пек; алӑ та нумай пулмасть ҫеҫ йывӑр япалана чӑмӑртанӑ пек туйӑнать, ҫав япалана вӑраниччен пер минут малтан ҫеҫ такам тӑпӑлтарса илнӗ тейӗн. Пырать… Ну, ҫывӑрас, ҫывӑрас! «Пӗрре эпӗ, сӑнаса пӑхас шутпа, пӗр еху хӑй пурӑнакан вырӑна пытарнӑ чулсене вӑрттӑн кӑларса илсе кайрӑм. Акӑ ӳкерчӗксем арпашӑнма пуҫларӗҫ: вӗсем ҫинелле пачах урӑхла ӗлкеллӗ сӑнарлавсем ҫине-ҫинех, талпӑнсах кӗреҫҫӗ, — тӗтӗм йӑрӑмӗсем, пушар ҫути, сиккипе пыракан утсем, чупакан, ӳкекен темӗнле ҫынсем. Фома ун куҫӗсен ҫутине, тутисем кулнине лайӑх курнӑ. — Ӗнер ҫеҫ, Озеров майор тӗл пулчӗ те: «Взвод йышӑн!» тет. Ирхи ӗҫсем пӗтсен, Яша пушӑ сӗтел хушшине кӗрсе ларатчӗ те хӑй портфелӗнчи япаласене кӑларкаласа пӑхма пуҫлатчӗ. Щукарь шухӑшлакаласа пӑхать те пӗр каҫхине, тӗттӗм пулсанах, Нагульнов патне, хваттерне, тухса вӗҫтерет. Кӑнтӑрлахи шав халӗ сӗм шӑплӑхпа улшӑнчӗ. Электричествӑпа тулнӑ ҫӑра сывлӑш тӗрлӗ сас-чӗве илтӗнми туса хучӗ тесе шутласа илме май пур. Ӑна хӑй те хӑй пек маррӑн туйӑнать. — Мӗн ырӑ марри! Ҫивӗч, ҫивӗч!.. Именчӗклӗн кулса, прокурор хулпуҫҫийӗсене сиккелентерсе илчӗ те Александра Ивановна ҫине малтанхинчен ачашрах пӑхрӗ, анчах ним те каламарӗ. — Д-ж-о-р-д-ж Ж-е-к-с-о-н — акӑ сана! — тет вӑл. Ыттисем вырӑнӗсенчех юла пек хытса тӑчӗҫ. — «Ку хӑйӗнчен килмен пек! Эпӗ Швабрин ҫинче чарӑнса тӑтӑм, ҫавна шанмастӑп. Ман ҫинчен элеклесе пӗлтересси пӗр уншӑн ҫеҫ усӑллӑ, мӗншӗн тесен, ҫак майпа пуҫланма пултаракан тӗпчев тӑрӑх, вӑл мана крепӑҫрен пӑрса, комендант ҫемьинчен уйӑрасшӑн. Хӗрӗх пин марсиан хӗҫ-пӑшалланчӗ. Юлашкинчен, самолётсем сиккелесе, енчен енне тӳрккессӗн сулӑнкаласа, старт тӑрӑх малалла шуса пыма тытӑнчӗҫ, техниксем вӗсене ҫунаттисенчен тытса пычӗҫ. — Эсир апла туни пит те ырӑ кӑмӑллине палӑртать. Часах ҫав тусан мӗншӗн ҫӗкленни те ҫынсен шавӗ мӗншӗн хускални паллӑ пулчӗ: Тосун-бейӑн хурах ушкӑнӗ таврӑнать иккен. — Эхе-е! Кӗтмен ҫӗртен темӗнле кансӗрлени мана каялла ҫаврӑнтарса пӑхтарман пулсан, эпӗ нимӗнле кӗрешӳсӗрех пӗтеттӗм пулӗ. Инсаров Еленӑн кӗске ҫырӑвне вуласа тухрӗ те хӑйӗн пӳлӗмне тирпейлеме пуҫларӗ, кил хуҫи арӑмне эмелсемпе кӗленчисене пуҫтарса тухма хушрӗ, хӑй вара шалпар халатне хывса сюртук тӑхӑнчӗ. Вун пӗр сехетре ирпе, Лиговская княгиня шӑпах Ермолов ваннинче тарланӑ сехетре, эпӗ вӗсен пӳрчӗ патӗнчен иртсе пыраттӑм. — Выҫӑ, сивӗ, тумтирсем начар, — ку вӑл — закон-и? — Савнӑ-и эсир кама та пулин? —тесе ыйтрӑм эпӗ унран юлашкинчен. Халӗ арӑмне Ҫӗпӗре кайма черет ҫитнӗ. Ку ӗнтӗ Энск хулинче, чӑнах та, тӗлӗнмелле пейзаж, хулан ҫырма енчи пайӗнче вут тухнӑ пулас, терӗм эпӗ хӗрсене, вӗсем ӗненсех ӗненчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫул тӑрӑх хам Энскра ҫуралнӑ, кунта эпӗ кашни чула паллатӑп тесе мухтанса пытӑм. Ҫунӑк тимӗрпе ҫу тата тар шӑршине ҫил вӗҫтерсе кайнӑ та ҫапӑҫу хирӗнче вара каллех кӗрхи шӑршӑсем ҫиеле тухса, сисӗнсе тӑма пуҫланӑ. «Макари» Халь ӗнте Грант капитана тӗнчен хӑш кӗтесӗнче шырамалла-ши? Ялта мана витрипех шыв лартса пачӗҫ, нимӗн пӑхса тӑмасӑр, пуҫа витрене чиксе, шыв ӗҫме тытӑнсан, хӗрарӑмсем мӗншӗн сасӑпах йӗрсе янине ӑнланаймарӑм эпӗ. Вӑркӑнтарать хайхи ку алтӑра ҫӗрелле. Пӗр самант хушши вӑл ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Унтан кровать хӗррине ларчӗ те питне аллипе хупласа, хытӑ йӗрсе ячӗ. Ҫакӑнпа страница вӗҫленет, тепӗр листи ҫукчӗ. Ют асап этем чӗрине витернӗ чухне, чун ҫути, — енчен ҫавӑ йӑл илме пултарайсан, — ҫап-ҫутӑ хӗлхемӗн явса илет. Кайран ҫынсем, ача шыва ӳксе вилчӗ, тесе ҫӳрӗҫ вара. Карл Иванычӑн иртнӗ пурнӑҫӗ Пиртен яланлӑхах уйрӑлса каяс умӗнхи ҫӗрле мамӑклӑ халат, хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ Карл Иваныч кровать ҫумӗнче тӑратчӗ, вӑл чемоданӗ ҫинелле пӗшкӗнсе, ун ӑшне хӑйӗн япалисене тирпейлӗн вырнаҫтара-вырнаҫтара хуратчӗ. Анчах, телейсӗр ученӑй инкекне, Алвиш факторийӗн ку пайӗ Казонде ҫӗрне темиҫе миля тӑршшӗ хупласа тӑракан вӑрман хӗрринче. — Иван Павлыч… Вунӑ пусне илме эпӗ килӗшмерӗм, анчах ҫыруне илсе, судебнӑй палата членӗсенчен пӗрин ывӑлне, пичӗсем чахоткӑллӑ ҫынӑнни пек хӗрелсе тӑракан вӑрӑм студента кайса патӑм. Кам вӑл, ҫав ҫын? Ну-ка, кала-ха, мӗншӗн ачисем ашшӗсенчен каярах? Унӑн хӑрах куҫӗ суккӑр, ҫак куҫӑн шурӑ шӑрҫийӗ пӗр вӗҫӗмсӗр сиккелесе тӑрса, старикӗн ахаль те илемсӗр сӑнне пушшех йӗрӗнмелле кӑтартать. Корчагин ура ҫине тӑчӗ. Хӗр чиркӳре тӗттӗм кӗтесре ларать; тепӗр хӗр унӑн тӑнлавне сӑтӑркаласа тӑрать. Хӗрача та урамалла пӑхса илчӗ те, алӑка хыттӑн хупса, пӳлӗмрен чупса тухса кайрӗ. — Пӗлмесӗр, эпир унпа туслӑ пулнӑ, анчах вӑл харпӑрлӑхшӑн ытла та хытӑ ҫуннӑ пирки уйрӑлса кайма тиврӗ. — Турӑҫӑм! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Татьяна. Ак ҫакӑ мӑкӑрӑлса тухнӑ вырӑнсем, ҫакӑ йӗрсем, — наука ҫапла калать, хаклӑ Квейс, — ҫав вырӑс йӑхӗсем, юн хутӑшса пынине пула, юлашкинчен, чӑннипе каласан, идиотсем пулса кайнине пӗлтереҫҫӗ; вӗсемпе ӗҫ выльӑхӗпе усӑ курнӑ пек ҫеҫ усӑ курма пулать. — Ку ӗнтӗ диагональ тӑрӑх виҫҫӗр хӗрӗх километр кайнине шутласан пулать. Паллах ӗнтӗ, минутсемпе секундсем ҫинчен шухӑшласси те пулман. Хуҫа тарҫи пулӑшнипе автор хӑй валли кимӗ туса хатӗрлет. Эсир ун патне килтӗр-и? — ыйтрӗ вӑл хӗртен. Эсир вара ӑна хӑвӑрах туянтӑр-и? «Ҫамрӑк чухне эпӗ те лагерьтен тухса кайса типӗ тытма пуҫлаттӑм. Нумай вӑхӑт хушши типӗ тытнӑ хыҫҫӑн эпӗ питӗ начарлантӑм тата нумай ҫывӑртӑм, анчах тӗлӗкре нимӗнле чӗрчуна та кураймарӑм. Халӑх ушкӑнӗнче шӑппӑн пӑшӑлтатни вӗҫсе ҫавӑрӑннӑ. Пӳлӗмре лӑках япаласем лартса тултарнипе — тӑвӑр, унта темле ӑшӑ, тӗлӗнмеллерех шӑршӑ тулнӑччӗ те шухӑша ыйхӑлаттарать. Нагульнова партирен кӑларас тесе ытларах сасӑпа йышӑнтӑмӑр. Йывӑррӑн сывласа, Лушка лучӑрканнӑ вырӑн ҫине ларчӗ. Ыттисем пирӗн пурте йӗркеллехчӗ: пушмаксем ҫирӗп, пальтосем аванах, Петькӑн ҫухави те хӑнтӑр тирӗнчен, аялтан тӑхӑнмалли йӗм те пӗрер мӑшӑр пур. Вӑл сире курсан савӑнатех, — тӑсрӗ вӑл малалла, юлашки сӑмахсене мана каласа. Турӑҫӑм, епле чудак вӑл! Телее пула, ӗҫме-ҫиме тиенӗ фургон хӑйне кӗттерсе тӑмарӗ, вара кӑнтӑрла ҫитиччен нумай малтан хаваслӑ компани пысӑк мӑйӑр йывӑҫҫин сулхӑнне — Рио-де-Нуэсес шывӗ хӗррине вырнаҫса ларчӗ. Хӗрарӑм алӑка хупмасӑр тӑрать. Ӗнер Дмитрий вилсе кайрӗ. Боримечка пӗр татак какай касса илчӗ, ӑна тӑвар сапрӗ те ҫивӗч шӑлӗпе таткалама та тытӑнчӗ. Анчах вӑл, шалт тӗлӗнтерсе пӑрахса, мана мар, кӗрлесе ҫунакан кӑмакана каланӑ евӗр, сасартӑк ӳркевлӗ тирпейсӗрлӗхпе калаҫма пуҫларӗ: — Пулсаччӗ пирӗн пӗр пилӗк ҫул каярах унашкал эсремет… — Тен, эпӗ тем аван мар япала турӑм пулӗ? Ҫак вӑхӑтра яланах пушӑ пулакан урамсенче халӑх нумай ҫӳрени курӑнчӗ, ҫынсем ларса тулнӑ икӗ грузовик иртсе кайрӗҫ ун хыҫҫӑнах пӗр ушкӑн ҫынсем иртни курӑнчӗ. — Мӗскер эсӗ, хамӑр ҫын! Тӗлӗнтермӗш пулин те, критиксен ҫав ушкӑнӗсен каснӑ-лартнӑ представителӗ Германи официозӗ «Дейтше Дипломатиш-Политише Корреспонденц» пулса тӑрать. Мӗн эсӗ — кӗнекеҫӗ пулма шутларӑн-им, харампыр? — терӗ. Урӑхран ан ҫырнӑ, ан шӑнкӑртаттарнӑ пултӑр! — Нимӗн те. Халтан кайнипе ҫӗр ҫумӗнчен тӑма ҫук. — Ку ҫӑл шывӗ урӑх пирӗнпе пырас ҫук, — терӗм эпӗ ассӑн сывласа. Манӑн ҫимелли тата виҫӗ кунлӑха юлнӑ, фляжкӑра туллиех шыв пур. Анголӑн йывӑр ҫулӗсем Ҫак самантра пӗчӗк Джек вӑранчӗ те амӑшне мӑйӗнчен ыталаса илчӗ. Блиндаж патнелле ҫывхарнӑ чух Андрей траншейӑра тахӑшӗ ҫивӗч сасӑпа калаҫнине илтрӗ: — Ачсемӗр, пӑхӑр-ха эсир ӑна, э, Олейник, сержант, э? Унтан Демка никамран малтан Майданникова хӑй йӗкӗлтесе илчӗ: — Ну, Кондрат, пуҫупа шутлакаласа пӑх-ха, ҫурса антарнӑ кӗпӳшӗн санӑн миҫе сехет сухалама тивет? Эсир мана ӗнер каланӑччӗ: Диаз та тӑрӑшнӑ тесе… Егорушка каллех ҫӑм миххи ҫине хӑпарса выртрӗ, лав, хуллен чӗриклете-чӗриклете, унталла-кунталла суланкаларӗ, аялта Пантелей утса пычӗ, урисемпе тӑпӑртатса, пӗҫҫисене аллипе ҫапа-ҫапа илчӗ, сывлӑшра, ӗнерхи пекех, ҫеҫенхир кӗвви янӑраса тӑчӗ. Хурлӑхлӑ застава будки пирӗн умра вӑрахӑн шунӑ пек тӑрса юлчӗ, будка ӑшӗнче инвалид салтак хӑйӗн тутӑхнӑ хӗҫпӑшалне тасатать. Акӑ вӑл, халь асӑннӑ хаҫат, ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш числинче тухнӑскер, — васкамасӑр, ватӑ ҫыннӑн ҫинҫерех сассипе калаҫать старик, хӑй ҫав вӑхӑтрах пиншакӗн шалти кӗсйинчен тирпейлӗн тӑватӑ хут хутлатса чикнӗ хаҫата туртса кӑларчӗ. Хӗртсе пӑхакан ҫутӑ хӗвел ҫак хӗн-хурсене чӑтмалла мар туса хурать. Мӗн кирлӗ ӑна? — Ну, ӗҫсене пурне те туса пӗтертӗм, — терӗ вӑл. — Паллах, тӳрлетмерӗм. Вӑрӑ-хурахла вылясси ӑнса пырать, анчах пӗр сӑлтава пула вӑйӑ кӑшт ҫеҫ пӑсӑлса каймарӗ. Полицейскисем унран хытӑрах чупрӗҫ, часах пӗри ӑна ҫаннинчен ярса тытрӗ. Калӑпӑр, 1807-мӗш ҫулхи кампанире… Кимӗ ҫинчен вӑтам пӳллӗ ҫын сиксе тухрӗ, пуҫне вӑл така тирӗнчен ҫӗлетнӗ тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ. — Эпӗ сана кӗтсе пурӑнтӑм, ачам, — терӗ вӑл, мана пиллеме тытӑнсан. Эпӗ уйӑха юратмастӑп, унта темле йытӑнни пек хӑрушлӑха систерекен япала пур, вӑл мана кичемлетет, салхуллӑн ӳлес килтерет. Хӑйсем ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех ҫынсемпе тулса ларнӑ. Эсир ӑна паллани ҫинчен эпӗ нимӗн те пӗлмен. — Ах, ав епле! — Эх, нумай калаҫрӑмӑр эпир сирӗнпе, анчах ирхине манӑн каллех вӗҫмелле, — тесе чарчӗ вӑл калавне. Ҫамрӑксене ҫаплах кӗтсе тӑни йӑлӑхтарчӗ. Чӗнмесӗр-тумасӑр минтер ҫиттине сӳсе хыврӑм та эпӗ, хамӑн мӗн пур пек пурлӑхӑма пӗтӗмпех ҫавӑнта чикрӗм: кӗпе, тепӗр йӗм, «Тӑваттӑмӗш шкул ачисем «Марат» спектакле лартаҫҫӗ» тенӗ афишӑна та, тахҫан хама Иван Иваныч доктор хӑварнӑ хура трубкӑна та илсе чикрӗм. Нагульнов, йӗп-йӗпе тарлӑ хул-ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ салтакла симӗс кӗпе вӗҫҫӗнех, лупасайне кӗрсе тӑчӗ. Гленарванӑн лӑпкӑ пичӗ ҫине пӑхсан, никам та унӑн чӗри ыратса пӑчӑртаннине пӗлес ҫук. Эпӗ хам кам пек пулма тӑрӑшнӑ, ҫавсене пурне те, — Володьӑна, Дубкова тата чылай пӗлӗшӗмсене, — ҫакӑ йӑлтах ансат хупӑннӑн туйӑнатчӗ. Мӗн тума? Михаил Квакин тетчӗҫ пулас сире. Ҫапла-и? Анчах кӑштах вӑхӑт иртсен вӑл хӑюлланчӗ те шӳт тукаласа шуйттанран кулма тытӑнчӗ. Мексиканкӑсем пурте ҫапла ҫӳреҫҫӗ. Квакин шайки 24-мӗш номерлӗ ҫурт хуҫин сачӗ патне пухӑнма тытӑннӑ-мӗн. Вӗсемшӗн ку хӑнӑхнӑ ӗҫ. Кун хыҫҫӑн халӑх хушшинчен чи ватӑ та кӑвакарнӑ сухаллӑ тата кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫлӗ козаксем тӑваттӑн тухнӑ (Сечьра ытлашши ваттисем пулман, мӗншӗн тесен, запорожецсенчен никам та хӑйӗн ватӑлӑхӗпе вилмен), унтан кашниех аллине ку вӑхӑта ҫумӑр ҫунӑран пылчӑк пулса кайнӑ ҫӗре илнӗ те, ӑна ун пуҫӗ ҫине хунӑ. Депутацие ертсе каяканни Юрдан Диамандиев пулчӗ, вӗсем Тосун-бей патне кайрӗҫ, Тосун-бей хӑй ушкӑнӗпе хулана аркатса тӑкасшӑнччӗ, депутацийӗн вара ҫӑлса хӑварӑр тесе йӑлӑнмаллаччӗ. «Тӑхта!» кӑшкӑрса ячӗ те голова тискер сасӑпа, алӑка шалт! хупса лартрӗ. — Вӑл та… — Акӑ тата, каласа памалла имӗш ӑна! Пӗри пуян, тепри чухӑн. Нумаях та ҫӳрес ҫук пульӑ шыраса-и е хӗҫпе касӑлса вилессе: ун чухне вара ман ҫинчен аса ил те каҫар мана». Унӑн чунӗ кӑна мар, ӳт-пӗвӗ те ыратать, ҫавӑнпа та апат-ҫимӗҫе курсан унӑн хӑсас килчӗ. Пӗр стени ҫумне туса хунӑ пӗчӗк вучах мӑрьине шутламасан, алӑкӗ унӑн пӗртен-пӗр шӑтӑкӗ пулнӑ. — Ҫапла, вӗсемпе пӗрле эс ҫӳренӗ пулсан, ӗмӗрне манӑҫа юлман минутсене чӑтса ирттернӗ пулӑттӑн, ачам — тет малалла Паганель. Каҫ лӑпкӑ иртрӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем хытах ҫыртакан ҫӗр пӑрҫисем пирки ҫеҫ ӳпкелешме пултараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата хирти йӗкехӳрӗсем пӗр ушкӑн килсе хӑйсен тӗреклӗ шӑлӗсемпе апат-ҫимӗҫ мишукӗсем ҫине тапӑнма хӑтланчӗҫ. — Ун пек тӑвакан ҫук… Кунта Бульба пӗр ҫаврака сӑмах каласа хучӗ, вӑл сӑмаха хут ҫине ҫырма та юрамасть. Ку ҫын Тарас пулчӗ. — Туртас килмест-и? Мексиканец тумне тӑхӑннӑ юланут вӑл — Морис Джеральд мар, Мигуэль Диаз. Пурӑннӑ кӑмӑлне кура. Проводник алӑка хупӑрласа, алӑк патӗнче юлчӗ. — Аннене, — терӗм эпӗ аран-аран. Каҫалапа ҫав кун, февралӗн иккӗмӗшӗнче, «Вальдек» кӳлепи курӑнми пулчӗ. Ӑна Тиньковӑра ҫыхаҫҫӗ, Дарьинӑра, анчах пирӗн патра — ҫук! — ӑнлантарса пачӗ хӗрача. Нимӗҫсем чӗртсе янӑ вӑрман ҫунать унта. Куҫӑм шӑттӑр, суятӑн, фриц! — Шӑп та ӗнтӗ ҫавӑн пек ачасенчен чӑн-чӑн пролетари интеллигенцийӗ ӳсмелле, вӑл эпир лере класлӑ хирӗҫӳсем ҫук ҫӗре кайсан пирӗн вырӑна тӑмалла. Эпир тасалӑхран мӑшкӑласа кулнӑшӑн пӗтнине, пире аслатиллӗ ҫиҫӗм ҫапса пӑрахнине, — пӗр сӑмахпа каласан, пирӗн ҫине хӑрушӑ вилӗм аннине, — Каи-Кумуна ӗнентерме май килсен, мӗнле шутлатӑр эсир, вӑл ҫак сӑрта хупӑрласа тӑма пӑрахӗ-и? Сӗм тӗттӗм тӳпере тӑрна картисем, йынӑшса, таҫта чӗнсе, шуҫӑм киличченех шавларӗҫ, тенкел ҫинче пӗкӗрелнӗ Ҫӑрттан мучи шуҫӑм киличченех куҫ хупмасӑр, ассӑн сывласа, сӑх-сӑхса, макӑрса ларчӗ… Калӑн, вӗсем иккӗш те пӗр чирпе нушаланакан, ҫынсенче пӗрешкел йӗрӗнӳ хускатакан чӑлахсем. Пӗр сӑмах ҫеҫ ыйтатӑп эпӗ вӗсенчен: эсир, хӗрарӑмсем, пӗр-пӗрин ҫине ан ҫилленӗр, эп пурне валли те ҫителӗклӗ пулатӑп! Хӗвел ҫинче пӑнчӑсем нумай пулсан, Ҫӗр ҫинче аслатиллӗ ҫумӑр ытларах пулать. Пӗр Негоро ҫеҫ ку калаҫӑва хутшӑнмарӗ. Василий Иванович хӑй панӑ сӑмаха пурӑнӑҫа кӗртрӗ. — Кирек мӗнле патак та ик вӗҫлӗ пулать, — ытла илтӗнмеллех мар мӑкӑртатса илчӗ Ҫӑрттан мучи. Цирксем кратерсенчен те пысӑкрах: вӗсем ҫаврашкаллӑ ҫӳлӗ валпа ҫавӑрса илнӗ тӳремлӗхсем. — Вӑт суятӑн та! — ҫилленсе кайрӗ старик. Килӗшетӗп унпа. Часах шотландец ҫумне икӗ акӑлчан: пӗр матроспа Темзӑран тепӗр пулӑҫӑ тата Аргентина ҫарӗнчен экс-драгун килсе хутшӑннӑ. Артём приказа итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн килелле васкаса утрӗ. — Ҫакна эпӗ вӗлернӗ вырӑн патӗнче чӑтлӑхра тупрӑм, — тет ватӑ сунарҫӑ, хут татӑкне присяжнӑйсене тыттарса. Эпӗ тӳрех шутласа илтӗм: акӑ картла вылянӑшӑн ку ҫыннӑн аллине татнӑ. Хамӑрах кӑларттарӗҫ. Лашисем те, инвентарь таврашӗ те кил хушшинчех… Ҫӗрле — пӗрин хыҫҫӑн тепри ларусем. Утти те ун темӗнле, хӑйне евӗр тӗлӗнтермӗш пулнӑ. Эсир Егора пӗр кашӑк ҫакна ярса парӑр. Тепӗр кунне, ирхи апат ҫинӗ чух, Григорий Иванович хӗрӗнчен: вӑл Берестовсенчен пӑрӑнмах шухӑшлать-и, тесе ыйтнӑ. — Ҫавӑ, господин, — терӗ те кмет, кинжалне жандарма тавӑрса пачӗ, тата хӑрушӑрах сӑмахне вулассинчен хӑтӑлнӑшӑн турра тем пек хӑй ӑшӑнче тав турӗ. Ҫӳрессе вӑкӑрсемпе ҫӳрет, суха та вӗсемпех тӑвать. Машина мӗн чухлӗ хытӑрах ӗҫлет, ун ураписем ҫавӑн чухлӗ хытӑрах ҫаврӑнаҫҫӗ, пирӗн куллен хӑвӑртлӑхсем ӳссе пыраҫҫӗ, пире ӗнтӗ, стариксене, ҫамрӑк чухнехи пек ӗҫлеме тивет. Оленина хӑй мӗн каласа янишӗн намӑс пулчӗ. Дымов йывӑррӑн сывлать, анчах куҫӗсем тӑрӑх, вӑл малалла та ашкӑнма пӑрахасшӑн мар пулни сисӗнет. Унӑн шӑлӗсем шӑтӑртатни илтӗнет. Ун пек ҫемҫе те ҫепӗҫ калаҫнӑ сӑмахсем хыҫӗнче мӗн пытанса тӑнине Джемма лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсем ҫине сахал ҫаврӑнса пӑхнӑ. Ҫак «пӗчӗк тӗнче» тавра ҫавӑрӑнса килнӗ хыҫҫӑн, Тристан д'Акунья утравсене шыравсен программинчен пӗтӗмпех кӑларса пӑрахасси анчах тӑрса юлчӗ. — Ах, тур амӑшӗ! — Африка икӗ пысӑк колонинчен тӑрать. Эпӗ статуй мӗн иккенне пӗлместӗп, алӑсене хыҫмасӑр та тӳсме пултараймастӑп: икӗ алла та чавса таран пӑч-пӑч хӗрлӗ шатрасем тата кӗсен тапса тухнӑ, вӗсене кӑрчанкӑ пыйти пӗтерет ҫеҫ. Хорь — пурнӑҫа пӗлекен ҫын, администратор, рационалист; — Мӗн тумаллине эпӗ сана калатӑп. Халӑха пурнӑҫ хӗрринелле хӗссе, ывӑтса пыраҫҫӗ, вӑл вара, кӳреннӗскер, унта чакаланать, йӑшӑлтатать, анчах та хӑй ирӗксӗрех мӗншӗн капла-ши, тесе шухӑшлать. — Ну, эпир хамӑр пырса пӑхатпӑр, — теҫҫӗ. Гешан патне суранланнӑ хулпуҫҫиллӗ, юнлӑ та тарлӑ вараланса пӗтнӗ, татӑк хӑлхаллӑ Радуб чупса ҫитрӗ. Ҫавӑнпа та пирӗн кӗтсе тӑмалли ҫеҫ юлать. Эпир профессорсенчен пӗрин хваттерӗнче калаҫса лартӑмӑр, унта ҫамрӑксем нумай пухӑннӑччӗ, вӗсем хушшинче — ҫинҫешке, типтерлӗ пӗчӗк пуп, богослови магистрӗ, хура пурҫӑн ряса тӑхӑннӑскер пурччӗ: ҫав ряса унӑн шуранка, хитре, кӑвак та сивӗ куҫӗсем типпӗн кулнипе ҫутатакан сӑнне уйрӑмах палӑртса тӑратчӗ. Агафон тӗрлӗ мыскара тума вилсе кайса юратать вӑл, пуринчен те шӳтлесе кулать, унӑн кӑмӑлӗ ҫавнашкал ӗнтӗ, — хӑйӑлтатарах тухакан сасӑпа лӑплантарса каларӗ ӑна Нагульнов. «Отказ пани» Ачасен ҫуртӗнчи дежурнӑй уксах Яфет эпир пурсӑмӑр та ҫывӑратпӑр-и тесе икӗ хут та пӑхма килчӗ. Анчах услови кӑларса тӑрататӑп: эпӗ мӗн ыйтнине сирӗн пурне те тӳррипе, тӗрӗс каласа памалла! Воропаев халӗ хӑйне путнӑ хыҫҫӑн тинӗс ҫыранӗ ҫине кӑларса пӑрахнӑ карап пек туйрӗ. Вӗренсе тухмалли юлашки сочинени мана хӑратмарӗ. Ӑна эпӗ, ҫав вӗрентекен мӗн юратнине пӗлсе, вӑл хӑй майлӑ ҫырнӑшӑн, пӗр хӑйне хӑй юратнӑ пиркиех мана чи лайӑх паллӑ парасса шанса, ҫӑмӑллӑнах ҫырса пӑрахрӑм. — Шӑп пул, аппаҫӑм. — Мӗнле пӗр-пӗрне ӑнланмасӑр тунӑ ӗҫшӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл ҫаплах салху сассипе. Шӑхлич шӑхӑртса ярсан, купца ура ҫине тӑчӗ, сак айӗнчен хутаҫне илчӗ, унтан, пусса тӑхӑннӑ картузне ҫӳлерех хӑпартса, вакунран тухрӗ. — Темиҫе ҫул каялла, — терӗ Мануэль, — ҫапла… — ҫапла… астӑватӑп… Мӑшӑрланнӑ ҫынсем туй тунӑ хыҫҫӑн, хӑйсен ашшӗ-амӑшӗнчен ирӗк илсе, ҫулҫӳреве, ҫынсем ҫук ҫӗре туха-туха каяҫҫӗ. Венгрире икӗ урине те амантнӑскер, вӑл анчахрах госпитальтен тухнӑ, хӑй вӑрҫӑра чух арӑмӗпе амӑшӗ Крыма куҫса килнӗ пирки, вӑл та «пурӑнмалли вырӑна курса ҫӳреме» тесе кунта килнӗ те, мӗнле ӗҫе тытӑнассине пӗлмесӗр, «ответственнӑй кӳршӗпе» канашласа пӑхма шут тытнӑ. Юрпа витӗннӗ тусем кӑвак тӗтрепе хупланнӑ. Ку майпа вӑл упӑшкине Казондене килес хӑрушӑ ҫултан, укҫине тӳлесен ӑна тытса чарассинчен, каялла каймалли хӑрушӑ ҫултан хӑтарать. Манӑн урӑх ҫывӑрас килмест ӗнтӗ. Хӑй арӑмӗ ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхакан ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑк чӑрсӑр хӑтланкалани инженера шӑртлантарса ячӗ. Полозов, идол пекех, пӗр хускалмасӑр ларать; пуҫне те Санин еннелле пӑрмарӗ, куҫхаршине те сиктермерӗ, пӗр сасӑ та памарӗ. Хӑш-хӑш чухне вӑл атӑ ҫӗлет, сӗреке-атма таврашсем ҫыхать, сутма валли ӑвӑсран тӗрлӗ-тӗрлӗ вӗҫен кайӑксем, лашасем касса кӑларать. Пӑлхав хускатнӑ кун вӗсене хавас кӳмерӗ, чиркӗве пухӑнма чӗнекен чан сасси те сӳрӗкрех янрама тытӑнчӗ, вӑл та пулин виле пытарма чӗннӗ пек салхуллӑ янрарӗ. Пилӗк сехет хушши тӑрать сирӗн умӑрта ҫав икӗ енчен кукӑрӑлса тухнӑ ясмӑк пӗрчи, — вӑл хул урлӑ тирпейсӗррӗн председатель еннелле кӑтартрӗ, кулӑ иртсе кайиччен кӑшт тӑхтаса тӑчӗ. — Тӑрать сирӗн умӑрта ҫав икӗ енчен кукӑрӑлса тухнӑ ясмӑк пӗрчи, тата сирӗн ҫӑварӑрсене те сӑмалапа сӗрсех хытарса лартнӑ! Хӑвалас пулать трибуна ҫинчен ӑна, тункатана! Вӗсем, ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех пӗтӗмпех виноград аврисем чӑркаланнӑ йывӑҫ вуллисем хушшипе тухса, ҫӗрсе выртакан йывӑҫсем урлӑ каҫа-каҫа, савӑнӑҫлӑн утса пычӗҫ. Ҫавӑрса илеҫҫӗ!» тесе кӑшкӑрса яни илтӗнсе кайрӗ. — Мӗнле ҫаклантӑн кунта? — Эсӗ хӑв пӗлместӗн пулать? — Сывӑ, — тет Ванюк кӑшт селӗплесе. Мул утравӗ патӗнче тинӗс лӑпкӑ пулнине эпӗ пӗрре те курман. Хӑрушӑ Лемер проливӗпе ҫӳриччен тата ӗмӗр-ӗмӗр ҫил-тӑвӑлсемпе ашкӑнакан Горн сӑмсахӗн хӑрушӑ скалисем патӗнчен ҫавӑрӑнса кайиччен кунтан ҫӳремешкӗн нумай авантарах. Атте килте ҫукчӗ; анчах аннеҫӗм, юлашки вӑхӑтра пӗрмай тарӑхаканскер, ман салхуллӑ кӑмӑла асӑрхарӗ те каҫхи апатра: «Мӗн эсӗ, тем пулнӑ пек, тарӑхса ларатӑн?» терӗ. — Хе, — терӗ вӑл, ҫаппа-ҫарамас хӗрарӑма ӳкернӗ пире пӳрнипе тӗксе, — ку япала… илӗртекенскер. Джемма ун патне ларчӗ, унтан, нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, майӗпен:— Манӑн сиртен ыйтас килет… — терӗ. — Мӗн, капитан, аван салтак-и вӑл сирӗн? Ҫак тусана пула сывлӑш питӗрӗнсе ларнӑ. Эпӗ кунта обществӑра чи ҫӳлӗ пусӑмра тӑракан питех те паллӑ ҫынсемпе чылай паллашрӑм, хамӑн тӑлмачӑм куҫарса панипе эпӗ вӗсемпе килӗшӳллӗ калаҫусем туса ирттертӗм. Пӗрре эпӗ питех те паллӑ ҫынсен ушкӑнӗнче пултӑм. Пурте хӗвӗшме пуҫланӑ, темӗн ҫинчен шакӑлтатма тытӑннӑ. Уксахӗ мелник еннелле туртӑнчӗ, алӑк патӗнче ӑна чышса ӳкерчӗ, урипе тапкалашса мелнике алӑкран тӗксе кӑларасшӑн пулчӗ. Ачасем хӑйсен программи ҫинчен никама та калас мар, терӗҫ. Библиотека питех те интереслӗ, анчах эпӗ каталога мӗнле системӑпа тунине пӗлместӗп. Ҫапла пуҫ ҫавӑрӑнса ӳкнӗ чухнехи пек хӑвӑртлӑхпа ишсе пынӑ вӑхӑтра эпӗ хамӑн саланса кайнӑ шухӑшӑмсене хӗнпе ҫеҫ ҫыхӑнтарса йӗркелеме пултартӑм. Кашни кун мана вӗсем ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ кроссвордсем параҫҫӗ… — Икӗ уйӑх хушши сана тӗкӗнмӗп. Каҫхине хатӗрлесе хунӑ маршрутпа кайма шутларӗҫ: малтан Шенбруна, унтан, вӑхӑт юлсан, Бетховен хӑйӗн «Героикӑллӑ симфонине» ҫырнӑ ҫурта. — Эсир Совет Союзӗ ҫине хурахла ултавлӑн тапӑннипе кайран Германие хӑйне аркатса тӑкрӗҫ, — ку вӑл сирӗн пысӑкран та пысӑк преступлени туни пулчӗ, эсир ҫакна йышӑнатӑр-и? — тесе ыйтрӗ Герингран совет айӑплаканӗ Роман Руденко. Виҫӗ кӗтеслӗ шлепке тӑхӑннӑ, пичӗ ҫинче хӗҫ каснӑ ҫӗвӗ пур капитан, хул айӗнче подзорнӑй труба тытса тӑтӑшах ҫак ҫыран хӗрринче сӗтӗрӗнсе ҫӳренине аса илтӗм. Тахӑшӗсем, алли-уринчен ярса илсе, аяккалла сӗтӗрсе кайрӗҫ. Ӑна пӗчченлӗх аптратса ҫитернӗ пек туйӑнчӗ мана, вара эпӗ темиҫе хутчен те унпа калаҫу пуҫарса яма тӑрӑшрӑм, анчах кашнийӗнчех пирӗн куҫсем тӗл пулсан, — эпир хире-хирӗҫ тенӗ пекех ларнӑран кун пекки час-часах пулчӗ, — вӑл айккинелле пӑхать те кӗнеке вулама пуҫлать е тата чӳречерен пӑхать. Вӗсем иккӗшӗ те большевиксен ҫамрӑк тата ватӑ гвардин типлӑ представителӗсем. Вара пурте унӑн ҫамки ҫинче виҫҫӗмӗш куҫ кураҫҫӗ, — вӑл ҫурхахпа витӗннӗ, чирлӗрех пек. Мя-у!» — терӗм, унтан, ҫуртана сӳнтерсе, кантӑкран сарай ҫивиттийӗ ҫине тухрӑм. — Ҫулшӑн анчах вара, — хушса хучӗ Галлей. Унтан, часовой тепӗр еннелле ҫаврӑнса пӑхнӑ самантпа усӑ курса, стена ҫумӗнче йӑпшӑнса выртакан Пӑванӑн стена тӑрӑх шуса пымалла пулнӑ. Алӑк хушӑкӗнчен вӑл сак хӗрринче такамӑн тармакланнӑ пӳрнеллӗ, мӑкӑль-шакӑллӗ урисене курчӗ. Ҫавӑн пек экватор урлӑ каҫса ҫӳренисем час-часах пулкаларӗҫ. Вӑл пурнӑҫа кӑшт йӗркесӗртерех, анчах хӑйсен ӗҫне нимрен те ытларах юратакан ҫакӑн пек ҫынсене кӑмӑлланӑ, мӗншӗн тесен ун пеккисемпе яланах калаҫса татӑлма май пур. Чылай ҫӗрле, Устиновича дивизи политотделӗнче ӗҫлекенсем пурӑнакан станцие ӑсатнӑ май, Серёжа хӑй кӗтмен ҫӗртенех:— Мӗншӗн ман сана пӗрмаях курас килет, Рита юлташ? — тесе ыйтрӗ. Мӗн ӗнтӗ, Пацюк? — терӗ тимӗрҫӗ, Пацюк ҫаплах чӗнмесӗр ларнине кура. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн, Иван Никифорович чавси ҫине таянчӗ те Иван Иванович ҫине пӑхса илчӗ. Туйӑмлӑ та хуҫалла сӑн-пит йӗрӗсенче ӑнланма ҫук ас тӑвӑмран ише-ише тухакан темӗн хумхантараканни, палланӑ сӗмсем пур. Ҫав ҫутӑ пирӗн Гансӑн лӑпкӑн курӑнса тӑракан пит-куҫне ҫутатрӗ. — Тусӑм, кунта темиҫе пин доллар, — терӗ индеец. Халӗ ӗнтӗ пулас пекки паруссенчен килет — чӑтайӗҫ-ши вӗсем… — Ахаль чухне вӗсенчен хӑрамалли ҫук. — Сӑнӑпӑр, Аксель; пирӗн вӗт ҫӗнӗ вырӑнсен мӗнпур вӑрттӑнлӑхӗсене те пӗлсе тухмалла, — терӗ профессор. Юрӗ, калӑп, — иккӗленерех каласа хучӗ ӑна-кӑна тӗшмӗртекен Фратю господин. Тӗрӗс, эпӗ ҫав ҫынсенче кашнинче, вӗсене уйрӑммӑн илсен, хаярлӑх нумай маррине, хӑш чух вӑл хаярлӑх пачах та ҫуккине курнӑ. — Ҫук, паллах, — чӑнласах ответлерӗ ученӑй. Эпир укҫине тупмастпӑр пулсан, сана эпӗ хамӑн параппана тата хамӑн мӗн пуррине йӑлтах паратӑп. Калӑр-ха, ман упӑшкапа, Ипполит Сидорычпа питӗ туслӑ-и эсир? — Кам кирлӗ? Базаров нумай пулмасть пулса иртнӗ тепӗр ӗҫе аса илчӗ те — намӑсланса йӗрӗнчӗ, кӳренсе кайрӗ. Мӗнех вара! Ҫемьене ҫапла икӗ еннелле уйӑрса сутса ярасси ҫинчен тӗлӗкре те тӗлленмен теҫҫӗ хӗрачасем. — Мӗншӗн? — лӑпкӑн ответлерӗ Тихон. — Ну, мӗнле? — терӗ шӑппӑн пӗр сасӑ, мана вӑл чӗтрентерсе ячӗ. — Эсӗ асту, ӗҫке ан ер, — терӗ Оперов, хӑй пачах ӗҫменскер. Сыбка янравлӑн кӑшкӑрса тавӑрчӗ: — Пӑлхарсене грексен пусмӑрӗнчен Асен патша хӑтарнӑ, тӗрӗксен чуралӑхӗнчен вырӑс патши Александр хӑтарать! Журина тесе кӑна алӑ пусас — астуса илеймӗ, «компаньонка» тесе ҫырса хурас — сӑмахӗ темӗнле илемсӗрскер. Кӑна Григорьев калать. Калать те мар-ха, Григорьев ҫеҫ. Кайӑк-кӗшӗксене илсен, кунта сунарҫӑсен куҫне тӗл пулнӑ чухлӗ Европӑри загонщиксен пысӑк ҫарӗ те хӑваласа кӳртеймӗччӗ. Ромашка урайӗнче мӑйне тӑсса выртать. — Пӗлместӗп, анне. Ниепле те май ҫук. Эпӗ Устина мар, ун ачисене шеллетӗп! «Инкеҫӗм, хӗнеме саккун ҫук!» — тетӗп хайхине. Ҫурутрава ытти виҫӗ енчен океан карталаса тӑрать. «Аван! питӗ ӑста тунӑ!» терӗ архиерей, алӑксемпе чӳречесем ҫине пӑхса. Павел унӑн ҫӑра хура сухал ӑшне путнӑ, тӗксӗм куҫлӑ хура сӑн-пичӗ ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ, Рыбин лӑпкӑ пӑхнинче темле пысӑк япала пурри палӑрчӗ. Апатланакан сухаҫӑсем мӗн калани ун хӑлхине кӗрсех каймарӗ, анчах вӑл хӑй ҫине тахӑшӗ куҫ сиктермесӗр пӑхнине пӗрмай туйса тӑчӗ. Унтан малти пӳлӗме, амӑшӗ ертсе пынипе, Лыкачевсен йышӗ-ушкӑнӗ вӗҫсе-пӑрӑлтатса килсе кӗчӗ — кулӑшларах та селӗпрех барышньӑсен питӗ селӗм пусалӑхӗ; кӗтӳпуҫ хӑй, пӗчӗкскер те чӗп-чӗрӗскер, хӗрӗхе ҫитнӗ пулин те, ним ывӑнми ташлать-ха тата вӗҫӗмсӗрех ача ҫуратать — «иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кадрильсем хушшинче», тет ун пирки полкри яка чӗлхе Арчаковский. Вӑл манӑн кӑштах ухмахрахчӗ, унӑн ҫавнашкал ҫылӑхне эпӗ пӗчӗккӗ чухнех асӑрхаса… Ҫакна вӑл лӑпкӑн каларӗ, эпӗ хӑраса кайрӑм, вара ӑна тата ытларах юратми пултӑм. Пӗрре вӑл ҫав Джо индееца нихӑҫан та тытас ҫуккинчен хӑрарӗ, тепре тата ӑна тытаҫҫӗ пулӗ тесе хӑрарӗ. Мӗн вара ку, юрату-и? Вӑл кӑптӑрӑнкаланӑ, ҫӑварне хупласа тӑракан ҫуха ӑшне сывланӑ, ҫавӑнпа ӑна пӗтӗмпех сивӗ пулман. Тӑлӑх арӑм хӑйне хӑй ӗненмесӗрех, ҫынсем Артамоновсем ҫине тӑшманла пӑхни ӑна хӑйне те кӳрентернине, вӗсене кӑмӑлламанни ӑна хӑйне те темле тарӑхтарнине туйма пуҫларӗ. Берсенев хӗпӗртесе кайрӗ. Вӑл нимӗҫсен шухӑшне тӳрех ӑнланса илчӗ. Паллӑ ӗнтӗ, нимӗҫсем ҫапла шухӑшлаҫҫӗ: вырӑссем, хӑйсен ҫыннисене курсан, пеме тытӑнас ҫук, эпир вара, тыткӑна лекнисен хӳттипе усӑ курса, вӗсен траншейисем патне ҫывхарма пултаратпӑр. Хӑнана малти пӳлӗме, кутник сакки патне, тиртен тунӑ тӑрӑх тата кӗрӗк сарса пачӗҫ. Унтан матрос ура ҫине тӑчӗ, Артура хӑй хыҫӗнчен пыма хушрӗ те айван этем пек кулкаласа, малалла кайрӗ. Аркадий аллине ҫурма уҫӑ кӗнеке тытнӑ; — Ӑнланатӑп… мӗн вара? Анчах пире часах уйӑрчӗҫ: аннене пытарсан виҫӗ кунтӑн эпир пӗтӗм килйышпа Мускава кайрӑмӑр та, Наталья Савишнӑпа текех нихҫан та курнӑҫаймарӑм. Тапак хутаҫҫисене кӑларса, чикарккисене мӑкӑрлантарса, васкамасӑр калаҫатчӗҫ. Кунта вырӑнӗсем пӳтсӗр! Кала-ха, тархасшӑн, кам ҫинче хӑвӑн шӑлна ҫакӑн пек хӑйрарӑн? э? — тесе ыйтнӑ. Унпа юнашар шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗчӗк кӑна хӗр — Орлова ларать; вӑл хурарах куҫхаршисене ҫӗклесе, пурин ҫине те тинкерсе пӑхать. Крыльца патнелле ыткӑнчӗ кӑна, — вӗсем унта… Ҫапла ҫав, чӑн-чӑн ухмахах ӗнтӗ, — хӑйне валли хӑй вилӗм шырать… Вӑл, кӑшт хыҫаларах та айккинерех лараканскер, — нимӗнле пальма та, ун чухне модӑра пулнӑ Бенедиктов сӑввисенчи пальма та, Джеммӑн ытарма ҫук илемлӗ пӗвӗпе танлашма пултарас ҫук тесе хӑй ӑшӗнче шухӑшласа ларчӗ. Нагульнов хӑй мӗн шутласа хуни ҫинчен тӗплӗн каласа памарӗ. Унӑн пичӗсем, ҫамрӑк юратӑвӑн пӗрремӗш чуптӑвуне туйнӑ пек, сасартӑках ҫиҫсе-хӗмленсе илчӗҫ. — Ҫук-ҫке, ҫук, ҫырлахасчӗ… — мӗн «ҫырлахассине» пӗлмесӗрех каларӗ адвокат. Ҫуна ӳкет, Катя кулать. Юра тытса хӑвармасан, вӑл ахалех ирӗлсе пӗтет, шыв-шурпа юхса каять, вара унран ҫынна та, ҫӗре те усси ҫук. Чӗмпӗрте матроссем пире питех те сивӗ кӑмӑлпа баржа ҫинчен ҫырана анса юлма хушрӗҫ! Эпӗ кӑтартса памасан, санран ку карапа тытса пырасси пулас ҫук. — Мӗнле ҫук? Миронпа Татьяна ҫилленни ҫине пӑхма ӑна кӑмӑллӑ пулчӗ, анчах Яков нимӗн те чӗнменни — иккӗлентерчӗ. Зухинпа Cеменов Зухин хӑш сословие кӗнине пӗлместӗп, анчах вӑл С. гимназинче вӗреннине, пурлӑхӗ пӗртте ҫуккине пӗлетӗп; ман шутпа, вӑл дворянин мар. Тӳрӗ, пӗлместӗп тет… Пӗр козак ҫеҫ, Максим Голодуха ҫеҫ, ҫул ҫинче тутарсен аллинчен хӑтӑлнӑ, мирзӑна чиксе пӑрахнӑ та, унӑнне хаклӑ япала тултарнӑ миххине салтса илсе, текех алла лекес мар тесе тутар лашипех тата тутар тумтирӗпех кун ҫурӑ та икӗ каҫ тарнӑ. Лашине ӳксе виличчен хӑваланӑ, ҫул ҫинче тепӗр лаша тупса утланнӑ, ӑна та ашӗ пиҫиччен хӑваланӑ, виҫҫӗмӗшӗпе вара, ҫул ҫинче запорожецсем Дубно патӗнче тӑнине пӗлсе, запорожецсен таборне ҫитнӗ. — Мана ҫураҫаҫҫӗ… Ванькӑ Обнизов илесшӗн… Анне мана ир те, каҫ та канӑҫ памасть. «Ӑна качча тух! Темиҫе минутран Говэн тата ыттисем те зала кӗчӗҫ. Эпир, разночинецсем, ӳсрӗмӗр, анчах ӑса-пуҫа ҫитӗнтереймерӗмӗр, пурнӑҫа та ҫутӑ кӳреймерӗмӗр. — Пулӗ те. — Эсир ӑна лайӑх пӗлетӗр-и? Кӗсйӳне ҫурта чик, Джим: пӗтӗм пӑрахута ухтарса тухмасӑр, эпӗ пурпӗр лӑпланаймастӑп. Карапне тӗреклӗ тунӑ пулин те, темиҫе фут шыв айӗнче ултавлӑн пытанса тӑракан риф ҫине кӗрсе кайсан, вӑл пурпӗрех шыв тӗпне анса ларать. Тӑвӑл самантсерен вӑйлансах пынипе ҫакна валли вӑхӑт ним чухлӗ те юлмарӗ ӗнтӗ. — Чӑнах. Хам Ленинградра ирттернӗ малтанхи ҫула аса илсен, ман куҫӑм умне тата тепӗр ҫын сӑнарӗ тухса тӑрать. Анчах Ривэра ун ҫине сиввӗн пӑхса илнӗ те Денни тӑриччен тӑхтанӑ. Эпӗ ҫавӑн чухне ҫав ҫын ҫинчен шухӑшларӑм та, мана хамӑн шухӑшсем пирки хама намӑс пулса кайрӗ, вара эпӗ телефонпа шӑнкӑртаттармарӑм… Чӑн-чӑн сӗтӗрӗнчӗк. — Мӗн? — тӗлӗнсе кайрӗ старик. Ак ҫакна ҫеҫ ӑнланса илейместӗп эпӗ: Катя ӑна епле-ха хӑй ҫинчен шухӑшлаттарма пултарнӑ? Вуншар пушӑ бутылкӑсем, карап сулланнӑ май, пӗр кӗтесрен тепӗрне чанкӑртатса ҫӳреҫҫӗ. Техасӑн анлӑ прерийӗсенче вӗлерттерме сутӑнчӑк ҫын шыраса тупасси пирки капитан пӗртте иккӗленмен. — Мана шанӑр, сэр. Эпӗ ӑна хам пултарнӑ таран астуса тӑрӑп. Ромашов пачка ҫине пӑхрӗ. — Анчах та эсӗ совет ҫынни вӗт! — хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ Комиссар. Кирила Петровича палласа илчӗ те вӑл, ӑшчикӗ пӑлханса килнипе, унӑн сӑн-пичӗ хӑрушшӑн улшӑнса кайрӗ, ахаль чухне шуранкарах пулнӑ питҫӑмартийӗсем хӗремесленсе кайрӗҫ, куҫӗсем ялтӑртатрӗҫ, нимӗн ӑнланмалла мар сасӑпа сӑмахлама пуҫларӗ. — Мӗн эсӗ, тур ҫырлахтӑрах! Ҫывхарса килекен линейка тӑнкӑртатнӑ сасӑпа пирӗн калаҫу татӑлчӗ, линейкӑн кашни рессорӗ патне пӗрер дворовӑй ача ларнӑ. Старик ҫав-ҫавах пӳлӗм тӑрӑх уткаланӑ, е ҫурма сасӑпа псалом юрланӑ, е каччӑпа мӗнле пулмалли ҫинчен хӗрне ӑс панӑ. Ҫӗнтерекенӗ ирӗксӗрех савӑнса кӑшкӑрса илет. Вырӑс ҫыннине вӗсем ахаль парсан та кирлӗ мар. — Нимех те мар, Билли, лар, ларнӑ вырӑнтах, — терӗ ыйткалакан. — Кӗрех, Джим, — терӗ капитан. Пӗр-пӗринпе канашласа илес тенӗ пекех вӗсем темиҫе утӑм айккинелле пӑрӑнса тӑчӗҫ, пӗр-пӗр паха ыйту сӳтсе явакан ҫынсем евӗрлех вӗсем юнашар каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем эпӗ тарасран час-часах ман ҫинелле ҫаврӑнкаласа пӑхрӗҫ. Ӑс-тӑнсӑр выльӑхсем ҫапла хӑтланни мана тӗлӗнтерсех ячӗ. Хӑйрӑр ҫӗҫҫӗрсене, хӗҫ-пӑшалӑра хатӗрлӗр те сыхӑ тӑрӑр, тинех сехет ҫапса гяурсен юнӗпе хамӑр мӑшкӑла ҫуса тасатас вӑхӑт ҫитрӗ, ҫак кӗрешӳ аслӑ ислам турри чапӗшӗн пултӑр!.. Сӗтел хушшинчен пурте тухсан, Антон Пафнутьич ҫамрӑк француз тавра кӑхлатса, ӳсӗркелесе ҫаврӑнкалама тытӑнчӗ, аранах вара сӑмах хушрӗ: — Хм, хм, мусье, манӑн сирӗн пӳлӗмӗрте ҫӗр каҫма юрамӗ-ши, мӗншӗн тесен… Пит-куҫӗсем вӗсен, тӗлӗннипе, чул пек хытса тӑчӗҫ. — Маншӑн тата! Пӗр сӑмахпа каласан, ҫак килӗшмен ӗҫре ҫитӗнӳсем туса пыракан этем ывӑлӗсенчен вӑл малта пыраканӗ те пулман. Эпӗ пӗтӗм аллейӑсем тӑрӑх утса тухрӑм; ҫӑмӑл ура сассисем мана иментереҫҫӗ те, хастарлатаҫҫӗ те; эпӗ, чарӑна-чарӑна тӑрса, хамӑн чӗрем хытӑ та хӑвӑрт тапнине тӑнлатӑп. Пӗр вунӑ минутӑран ӗнтӗ аманнӑ ҫын хрусталь пек таса шыв патӗнче, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртнӑ. Кунашкалах пӑхсан, лаша тени ҫуркунне сӳрене те вырӑнтан тапратайми пулӗ. Анчах та Бульба, хӑйсене тутарсем сыхласа тӑрасран хӑраса, асӑрханарах пыма пуҫларӗ. Пирӗн арҫынсенчен — хӑшпӗрисем хӗрхенчӗҫ ӑна, тытнине, анчах теприсем — вӗлермеллеччӗ ӑна, теҫҫӗ! Ман айран ҫапла ҫӑмӑллӑн сиксе тухать тесе шутламан эпӗ сана. — Мӗн каласа пачӗ? Эсӗ тепрер сехетрен кил вара. Горизонт ҫийӗнче, тинӗс леш енче, темӗн ҫунса пӗтеймесӗр ҫуннӑ пек, йӑм-хӗрлӗ ӗнтрӗк ҫакӑнса тӑрать. — Пуп дворянина ӗҫлеме хуштӑр эппин, — терӗ Дантон. Ҫак пӑшӑрхану вара Томӑн ӑспуҫне пӗрмаях асаплантарса ҫӳрекен шухӑша аяккалла сирсе ячӗ. Нагульнов пушӑ стакана кӑранташпа шаккарӗ те, ҫилленсе:— Старик, эсӗ хӑвӑн пӑтрашуллӑ шухӑшна ҫухатрӑн ӗнтӗ, пӗтер! Танк окопран пӗр алӑ метрта ҫеҫ иккен. — Вӑл, тен, тӗлӗнмелле те пуль, — тавӑрчӗ Оленин, — анчах мӗншӗн-ха манӑн мӗн пурри, ҫинчен калас мар? Хурал пӳртӗнче ӑна капӑр тумланнӑ Серафим кӗтсе илчӗ. Вӑл хӑйне хирӗҫ хӑрушӑ «тӑшман» ларнине сисрӗ: ахалех Павел ку вылява сыхланмасӑр тытӑннӑ. Пӑшал сассине илтсен, ашакӗ мӗкӗрсе ячӗ, анчах вӑл хӑйне пенине хирӗҫ ответлени пулчӗ. Акӑ, йӗкӗтсем пулӑшнипе, трибуна ҫине кӗтӳҫӗ старик хӑпарса тӑрать те тарӑхса, хумханса калама пуҫлать: — Пит те аван! Ыйт-ха, тӑванӑм, кӗпе-йӗм, унтан килнелле тухса вӗҫтер!» — тесе шухӑшлаҫҫӗ пуль-ха турӑсем. Жилет тӑхӑннӑ, кӗпи ҫаннисене тавӑрнӑ Иван Данилович пӳлӗме кӗчӗ те Николай сӑмахсӑрах ыйтнине хирӗҫ ҫинҫе сассипе каласа пачӗ: — Пичӗ ҫинчи суранӗ пысӑк мар, анчах пуҫ шӑммине ҫапса шӑтарнӑ. Кукамӑшӗ салху-чӗлхесӗр Тюфяевпа тата чалӑш куҫлӑ, мӑнтӑр горничнаяпа пӗрле иртен пуҫласа каҫчен хуҫалӑхпа аппаланатчӗ; ачан няньки ҫукчӗ, хӗрача кунӗ-кунӗпе крыльцара е крыльца тӗлӗнче пӗрене купи ҫинче выляса, никам пӑхмасӑр тенӗпе пӗрех пурӑнатчӗ. — Маннӑ пултӑр ҫав ухмахла сӑмаха! Вӑл ярӑма ҫынсем кӑткӑ пек сырса илнӗ. Тахӑшӗ ларек умӗнчи лампочкӑна ҫутса ячӗ, пухӑнса тӑнӑ ҫынсем вара палатка ҫинче ака мӗнле плакат ҫакӑнса тӑнине курчӗҫ: «ИРТЕН-ҪӲРЕНСЕМ, АН ШЕЛЛӖР! Халӑх хушшинче те, автобуссенче те ахӑлтатсах кулса ячӗҫ, ҫав вӑхӑтра машинӑсем хускалчӗҫ те, вӑраххӑн кӑна хапха патнелле шурӗҫ. Ҫапла вара, Дик Сэнд шухӑш тытрӗ. Вӗсене пурне те тимӗр хӑмӑтсемпе кӳлесчӗ, вара… Кашни еху мӗнле те пулин тӗмеске айккине тарӑн шӑтӑк алтсан унта пӗр-пӗччен пурӑнать. Юлашкинчен вӑл ик-виҫӗ мел тупрӑм, анчах халь вӗсенчен нихӑшӗнпе те усӑ курма нуши ҫук-ха терӗ. — Эп ҫыхӑнса пӑхрӑм та, вӑл — пулӑ. Пулӑшмасан та, инкек пысӑках мар. Тен, Петькӑна каллех ҫӗлӗкӗпе ҫӗре ҫапма тӳрӗ килнӗ пулӗччӗ, анчах та ҫак самантра эпир халӗ ҫеҫ иртсе кайнӑ хапха хыҫӗнчен ӳсӗр ҫынсен сасси илтӗнчӗ. — Санпа пӗрле-и? — Ан шарла, — терӗ Дубровский. Хут!» — терӗм эпӗ хама хам, вара кӳмерен крыльца еннелле пуҫа кӑлартӑм. Анчах — чӗрене ан тив! Ҫапла-и, Алёха? — Тӗрӗс, мучи. Шыв урлӑ чалӑшраххӑн пырса, лодка тепӗр енчи симӗсленсе ешӗрекен ҫыран еннелле шурӗ. Ҫакӑн пекки икӗ минутран ытла пымарӗ пуль. Марьяна кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ, ҫывӑрма хатӗрленсе, пуҫне турарӗ. Ун хыҫҫӑнах ывӑлӗ те, юланутпа ҫитсе, ашшӗпе пӗрле ӗҫме-ҫиме лартса хатӗрленӗ столовӑя кӗнӗ. — «Ҫук, мана питӗ аван, анчах эсӗ мана кӑтӑклаймастӑн, эпӗ санӑн аллусене чуптума пултараймастӑп…» — Питӗ те шел, — терӗм эпӗ ӑна, — питӗ те шел, Максим Максимыч, пирӗн акӑ вӑхӑт ҫитмесӗрех уйрӑлмалла пулать. Ара мӗне кирлӗ вӑл? Женьӑна ӑса кӗртес тесе, йӑмӑкне пӗр сӑмах каламасӑрах каҫ пулас умӗн Ольга Мускава тухса кайрӗ. Анчах темле ӗҫ тупӑнчӗ: эрне, ик эрне иртрӗ эпӗ Демут гостиницине кайиччен, юлашкинчен, пытӑм та унта — мана тӑватӑ кун маларах Дольская госпожа ӑнсӑртран, ача ҫуратнӑ чух, вилсе кайни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. 4) Икӗ компас: пӗри шыв тӳремне пӗлмелли, тепри тӗнче енӗсене пӑхса пӗлмелли. Анчах Деренковсен хваттерӗнчи чӑн-чӑн хуҫасем — университет, духовнӑй академи тата ветеринари институчӗн студенчӗсем пулнӑ, — ҫав шавлӑ ҫынсен пуххи вырӑс халӑхӗшӗн тӑрӑшас кӑмӑлпа тӑтӑшах Россия пуласлӑхӗшӗн пӑшӑрханса пурӑннӑ. — Вара, каларӑм пулсан, мӗн? Хура та вут пекех ҫутӑ». Конституци ҫавнашкал органсен пулас саккун кӑларас ӗҫӗ валли праваллӑ никӗс парать. — Ан хӑтлан ӗнтӗ! — терӗ вӑл юлашкинчен капитана, лешӗ доктор аллинчен пистолета туртса илесшӗн тӑнӑ чух… Ҫук, упӑшка пирки ан ыйт, вӑл пӗлет. — Ку темиҫе тӗрлӗ акулӑсенчен пӗри, ун пеккине пур тинӗсре те, тата кашни широтарах тӗл пулма пулать. Ӑҫта-ши халь ӑна «Пилигрим» мачтисем ҫине ҫӳле хӑпарма пулӑшакан мӗскӗн тусӗ Дик Сэнд? Тинӗс майӗпенех лӑпланчӗ. «Ҫак ӗнтӗ вӑл — 4-мӗш бастион, ак ҫакӑ ӗнтӗ вӑл, хайхи хӑрушӑ, чӑн-чӑннипех хӑрушӑ вырӑн!» тесе шухӑшлатӑр эсир, кӑштах мӑнкӑмӑлланса, ҫав хушӑрах хӑвӑр хӑранине туйса. — Сӑмах вӗҫне вӑл вӑрӑммӑн тӑстарать, тӑхтав тӑвать, унтан тин вирхӗнтерсе кӑларать: — Пли! — Эсир ларӑр, — хӗрачасен еннелле аллине сулчӗ пуп. Урам варрипе, аллине шӑкӑртма тытса, йывӑр тӑлӑп тӑхӑнса, ҫӗрлехи хуралҫӑ утать, унпа юнашар йытти, силленсе пырать. Вӑл хӑйӗн свити ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах палатӑран тухрӗ. Вӑл шухӑша кайса ларма юратать; ялти пурӑнӑҫ унӑн ҫак пултарулӑхне хытах аталантарса янӑ. Бакпа иксӗмӗр эпир унӑн пӳлӗмне кӗтӗмӗр, вӑл мана хӑйӗн кӗпине, курткипе шӑлаварне пачӗ, эпӗ вӗсене те тӑхӑнтӑм. Сарлака хулпуҫҫиллӗ, пысӑк пуҫлӑ тата тырӑ тултарнӑ йывӑр михӗ евӗрлӗ тӑпчамскер, аллисене ҫурӑм хыҫне хунӑ та кӑмака сакки патӗнче тӑрать. Эпӗ алӑка мӗнпур вӑйпа туртатӑп. Алӑкӗ лайӑхах питӗрӗнеймен иккен — икӗ ҫуррийӗ те уҫӑлса каять. Пӗтӗм тӗнчери лару-тӑру пирки калаҫнӑ пек астӑватӑп-ха, Германийӗн хӑтӑлма нимӗнле шанчӑк та ҫуккине «Правда» хаҫатӑн тахҫанхи номерне вуласа тухнипех пӗлеттӗмччӗ-ха, ненец ҫавӑн ҫинчен ҫав кунхинех инҫех мар пурӑнакан — икҫӗр километрта пурӑнакан тусне каласа пӗлтересшӗнччӗ. Мӗн пулать килет — юнашарах утам-ха». Вӑл болгар. Хӑяйӑп-и эпӗ?» Чӗнӗр-ха ӑна кунта. — Эсӗ мӗнле шутланӑ вара, секретарь юлташ? — Эпӗ ҫакна пӗлтӗм, — ӑшшӑн кулса каларӗ Елена. — Кайрӑмӑр, апла пулсан. Авалхи ҫынсем ҫӑлтӑрсене тап-таса тӳпене ҫакса янӑ йӑлтӑртатакан пӗчӗк хунарсем тесе шутланӑ. «Апла шуйттан ҫине хурса илсе кай, анчах илсе кай!» Пуплев пуҫламӑшӗнче сӑмахсене пуплев вӗҫӗнчи сӑмахсем патне вуласа ҫитичченех манса кайнипе вӗсем кӗнекесем те вуласа йӑпанма пултараймаҫҫӗ, ҫакна пула вӗсем пурнӑҫӑн юлашки йӑпанӑвӗпе те киленеймеҫҫӗ. — Эпӗ каялла тавӑрӑнмастӑп, — чӑкӑлташланса ответлет Кольхаун. Ҫавӑн пек хуйхӑллӑ вӑхӑтра Том кашни кунах е пӗр кун сиктерсе, май килсенех «ҫын вӗлернӗскер» ларнӑ ҫӗре, тӗрмен решеткеллӗ пӗчӗк чӳречи патне, пырса ҫӳрерӗ, ҫав ҫын валли вӑл тӗрлӗрен тутлӑ япаласем, хӑй мӗн тупма пултарнине вӑрттӑн иле-иле пычӗ. — Хӗр сасартӑк ҫаврӑнса тӑчӗ. Каҫхи тӗттӗмлӗхӗ — манран мӗн тери инҫетре, ҫӗр патне ҫав тери ҫывӑх ҫӑлтӑрсен ҫуттисем шӑтарса тӑраҫҫӗ. — Паллах, ҫамрӑк мустангершӑн усал пулма пултарать. Эпӗ ӑна пулӑшмашкӑн пурне те тӑвӑп. — Ман телее кура, турӑ пулӑшсан, хире те тухӗҫ-и-ха тен, йӗкӗтсем! — терӗ Козельцов. — Гек, эсӗ илтетӗн-и? Пӗлетӗр-и, Ниловна, эсир те килте ҫӗр выртмасан лайӑхрах пулать пулӗ, э? Гленарван кимӗ хыҫне ларса хӳре тытрӗ. Паганель, Ольбинет, Роберт тата хӗрарӑмсем унпа юнашарах ларчӗҫ. Ҫиетӗн те ӗҫе каятӑн, хваттерте пурӑнакан пек, килти ют ҫын пек… — Каять! — терӗ Егор, кулса илсе. Издательство ответ паманни шиклентерме пуҫлать. Хӳшӗ ӑшчикки ытла япӑхах пулман. Анчах мотор ӗҫлет-ха. — Манӑн та унтах, куратӑр-и, хӗрлӗ тӑхӑннӑскер. — Паллах, — тӗксӗмӗн каларӗ Сергей. Катька юр ҫинчех ларатчӗ-ха. Акӑ, хӗвел ҫутипе тулнӑ урама тӑкӑрлӑкран тусанланса пӗтнӗ, ҫунаттисем лутӑрканнӑ, кабинисен кантӑкӗсене пульӑсемпе осколоксем шӑтарса пӗтернӗ грузовиксен вӑрӑм колонни ыткӑнса тухрӗ. — Лашана, тархасшӑн, парсамӑр, — тет Ванюш, ҫак хӑйшӗн ҫӗнӗ пулнӑ йӗрке ӑна аптратать пулас та, анчах вӑл хӑйӗн шӑпине пӑхӑнать. Халӗ Кондратӑн, ытла пӑлханнипе, ҫамки ҫине — ҫумӑрпа йӗпеннӗ тейӗн — шултра тар пӗрчисем тапса тухнӑ, вӑл пӗрре сӗтел хушшинче ларакан коммунистсем ҫине, тепре — парта хушшинче юнашар ларакансем ҫине питӗ именсе пӑха-пӑха илет. — Йӗнерӗсене пирӗн улӑштарма юрамасть: сирӗнни маншӑн ытла пысӑк пулать. Чӗриклетсе те силленсе, машина кукӑр-макӑр шоссе тӑрӑх чупать. Вӑл чӳречерен пусма ҫине сикрӗ те йывӑҫ тӗмӗсем хушшинелле кӗрсе ҫухалчӗ. Пӗрре вӑл мана айккинерех ҫавӑтса кайрӗ те, эпӗ «хӑрах ураллӑ моряк курӑнмӗ-ши тесе икӗ куҫпах пӑхса тӑрсан», тата вӑл килнине курсанах ун ҫинчен хӑйне пӗлтерсен, вӑл мана кашни уйӑхӑн малтанхи кунӗнчех тӑватшар пенс кӗмӗл укҫа тӳлеме пулчӗ. — Кашнин пирӗн, — терӗ Юргин, — ҫак чул катӑкӗ пек пуласчӗ! Унӑн чӑнах та ӗнтӗ виле пирӗн ҫул ҫине илсе ҫитериччен иртсе кайма май килчӗ; анчах эпир пӗр ҫӗр утӑм та кайма ӗлкӗреймерӗмӗр, сасартӑк пирӗн урапана темӗн пырса ҫапрӗ, вӑл тайӑлчӗ те кӑшт ҫеҫ тӳнсе каймарӗ. — Ҫук, эсӗ мана калама ирӗк пар! — Хӗпӗртетӗн? Павел револьверне чӗркуҫҫи ҫине хучӗ те ҫилӗллӗн вӑрҫса илчӗ. — Ме, ҫап! — Каҫхи апата кил, Олеся, — мӑнукне чӗнчӗ те вӑл, пӗр минут пек иккеленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, ман енне пӑхса, хушса хучӗ: — Тен, эсир те, господин, пирӗнпе пӗрле ҫырткалатӑр? Вӑл юлашки ҫула тухас умӗн, тинӗс хӗррине кайма тухиччен, вӗри шыв ӗҫме шут тытрӗ, ку ҫул ҫав тери йывӑр пуласса вӑл малтанах сисрӗ. Вӗсем ҫӗнтерчӗҫ. — Художник, — тенӗ атте ним ӑнкарса илеймесӗр, малалла мӗн пулассине кӗтсе. — Эй, турӑ! — тет Салли аппа. — Мстислав Сергеевич, эпӗ сирӗн пата, — хаваслӑн кӑшкӑрчӗ вӑл, — кӗрсе ларсамӑр машинӑна, каятпӑр. Устин ҫавӑнтах талӑрса кайрӗ. — Чӑнласа ҫапӑҫма вӗрентем-и сана? — ыйтрӗ унтан Жухрай, Павка кӗтмен ҫӗртенех. Эй, Иван! — кӑшкӑрса ячӗ старик. Хаврӑна килӗнче туртма никамӑн та юрамасть, ҫакӑншӑн вилӗмпе явап тыттараҫҫӗ. — Кирлӗ мар! — терӗ вӑл тархаслакан сасӑпа. — Эсир-и ҫак пит ир ура ҫине тӑнӑ? — Ав курӑнаҫҫӗ вӗсем! — Ун пек-и, ун пек мар-и, а эпӗ, ачасем, таса халӑха, вырӑс халӑхне юрататӑп, куҫӗ тӳрӗ пултар! Анчах ҫак вӑхӑтра эпӗ хам епле савӑннине вулакансене килӗшмелле каласа пама пултараймастӑп. Вӗсем пур чух вӑл йывӑр шӑпа кӳрен асапа пӗр кӳренмесӗр чӑткаласа ирттерчӗ. Вӑл Джо Гарперӑн доскине парта ҫине хучӗ те ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫитичченех варри тӗлӗнче йӗр туртса тухрӗ. Ҫара уран, ҫӗтӗлсе ҫурӑлса пӗтнӗ, ҫӳҫ-пуҫне сапаласа янӑ Сучок ӗлӗк улпут килӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ пӗр утмӑл ҫулхи ҫын пек курӑнать. Ҫаксем «пытанса тӑнӑ тӑшмансем» пулнӑ та ӗнтӗ. Темех мар, тепӗр тесен, иртет, тутӑрпа хыттӑнрах ҫыхса лартӑр. — Мӗн пулчӗ сана? — ыйтрӗ амӑшӗ, чунтанах пӑшӑрханса. Ачан чаплӑ кунне хисеплесе ӑна амӑшӗ малтанах хатӗрленӗ индеецсен ҫар ҫынни тумтирне тӑхӑнтарнӑ. Кӑмӑл пуррипе асапланать ун кӑкӑрӗ! Ҫук, арӑмӗ унӑн кӑмӑлне тултарайман. Судья, манпа пӗрле юлашки апат ҫиесшӗнех, службӑран тухса килчӗ. Эпӗ сире ӗҫ тупса парӑп, тумлантарӑп, хам патӑмра пурӑнтарӑп», — терӗ вӑл. Ҫав хушӑра оркестр Австри гимнне каласа пӗтерчӗ. Чаршав уҫӑлчӗ. Светлица алӑкӗ умӗнче Швабрин каллех чарӑнса тӑчӗ. Тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмах хушрӗ. — Государь, сире малтанах каласа хуратӑп, вӑл халӗ чирлӗ, йывӑр выртать. Пӗҫертсе пӑрахнипе виҫҫӗмӗш кун ӗнтӗ пӗр чарӑнмасӑр аташать. Тата Негоро та хӑйӗн каварҫисемпе вӗсен йӗрӗ тӑрӑх пыма пултарать. Катя ҫинчен пӗр хыпар-хӑнар илтменни ҫур ҫул та ҫитрӗ ӗнтӗ. Туйӑра обязательно илӗр, фонарь те илӗр, — терӗ. Ах, Огнянов господин, тем курса тӑма пултарнӑ пулӑттӑр!» — терӗм эп тӗлӗннӗ халӗн. Эпӗ: «Ватӑ станца пуҫлӑхӗ пурӑнать-и?» — тесе ыйтнине хирӗҫ никам та тивӗҫлӗ ответ параймарӗ. Малтан никам та курмарӗ ӑна, ҫавӑнпа вӑл унчченхи пекех «С», «В» саспаллиллӗ кубиксен ҫумӗнче выртакан йытӑ ҫине тимлӗрех пӑхса илнине никам та асӑрхамарӗ. — Хӑнана… Лось курткине тӳмелерӗ, мӑйне шарфпа ҫавӑрса ҫыхрӗ. Халӗ ӗнтӗ тӗп тӑвать. Майор Стручковӑн та ҫавӑнтах каймалла пулнӑ. Пурте эпӗ вӑтаннинчен кӑмӑллӑн кулса, мана лайӑх куҫсемпе пӑхатчӗҫ, пӑртак тӑрсассӑн — хам ҫав ҫынсемшӗн кирлӗ ҫын пулнине туйса, сасартӑк савӑннипе эпӗ макӑрсах та яраттӑм пулӗ. Эпӗ халех хушӑп, мадам… — Кирлӗ мар! — терӗ Тимур. — Саня, пиччӳ каланине кирек хӑҫан та итле, — тет Даша инке йӑмӑка, — эсӗ хӗрача, хӗрачан арҫын ача ҫумӗнче хӳтлӗх тупмалла. Француз хӑраса ӳкмест, тармасть, хӑй ҫине упа тапӑнасса кӗтсе тӑрать. Атьӑр упӑтесене куратпӑр хӑть, — сӗнчӗ Кирен. Эсӗ Нагульновпа Разметнова каланӑ-и? Урӑх манӑн нимӗн хушса каламалли те ҫук. Ҫав вӑхӑтрах «Дункан» январӗн 16-мӗшӗнче Мельбурнран тухма приказ илчӗ. Темиҫе сехет ытларах кая юлни те халь мӗне пӗлтерет-ха? Анчах кунта, хӑй ҫине нумай ҫын пӑхнипе, хӑюлӑхне ҫухатрӗ вӑл; пысӑк аллисемпе чӗнтӗр тутӑрне лутӑркарӗ, пичӗ унӑн кӗренленсех кайрӗ, Ҫӑрттан мучи енне ҫаврӑнса калаҫма пуҫласан вара унӑн кӑкӑртан тухакан сасси хумханнипе чӗтреме пуҫларӗ: — Эсӗ тӗрӗс каламастӑн, мучи! Тӑхта-ха, эпӗ хамах илетӗп. Пехота инспекторӗ хӑй патне мӑйӑхӗсене вӗҫкӗн пӗтӗрсе янӑ яштака Черняк полковнике чӗнсе илчӗ. Вунтӑхӑр кун. Час-часах сивӗ шывпа ҫӑвӑнӑр, ӗненӗр мана, сӑмсасӑр та сӑмса пур чухнехи пекех сывлӑхлӑ пулатӑр. Хӗрарӑмӑн кӑкӑрӗнчи сурантан юн юхнӑ. Вӑл чӗрӗ пулнӑ-ха, анчах ун пурӑнас минучӗсем шутлӑ пулнӑ. Пӗрре мана кунти пӗр врач тинӗс шывӗ сывлӑхшӑн мӗн тери усӑллӑ япала пулни ҫинчен лекци те вуласа пачӗ. — Вӑл пӳрне патне ҫитме ӑҫтан пултартӑр-ха? Лешсем ӑна хирӗҫ ответленӗ, урӑх вара нимӗн те пулман. — Ӑ-хӑ, авӑ мӗнле… Ӗҫ ҫинчен, ывӑлӑм, яланах малтан шухӑшламалла, — вӗрентсе каларӗ Давыдов. Корпус командирӗ полк йӗрӗ умӗпе, сулахай флангран сылтӑмалла, шултӑра юртӑпа тӑпӑртаттарса иртрӗ, ун хыҫӗнчен вара тӗрлӗ енлӗн хумханакан капӑрчӑк та ула-чӑла картапа свити тӑсӑлса кайрӗ. Кирлӗ-кирлӗ мара ан лӑркаса ҫӳре! Кӑкӑр ачисене ан пӑснӑ пултӑр!.. Калӑр-ха, кам та пулин пирӗштисен ӗмӗлке пулнине курнӑ-и? Е ӗмӗлки пулма пултараймасан, унӑн сасси янраса каймӗччӗ. — Нина Капитоновна мӗнле? Виктор, Тоня сӑмахӗсене ӑнланса илеймесӗр, пуҫне ҫӗмӗрсе хыҫалтан утрӗ. — Чӑнах та ӗнтӗ… Кун ҫинчен татӑклӑнах пӗлтермен-ха, анчах мана епископ вырӑнӗ парасшӑн. Атте ӑна хисеплеместчӗ, унпа кӳрентермелле кӑмӑллӑ калаҫатчӗ. Тӑкӑрлӑкра тӗттӗм, шӑп. Малти пайӗ пӗтӗмпех темелле, тӗнелӗ таранах ҫӗр айне путса кӗнӗ. — Ан нӑйкӑш! — итлеттермелле пӑшӑлтатрӗ Челкаш. Пирӗн вӑй сапаланчӑк, эпир япӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ. Унтан темӗншӗн виҫӗ йӗркине ӑраснах уйрӑм уйӑрса, мӑнкӑмӑлланса хӗпӗртенӗ пек вулатчӗ: Анчах ӑмӑрткайӑк куҫӗ теҪав вӗри хупӑлча витӗр тухас ҫук,Чӗрене кӗрсе пӑхас ҫук… Зеб сарлака ҫурӑк патне ҫывхарса ҫитсен ҫеҫ пӑшӑрханма чарӑннӑ. — Юрать, ма юрамасть, — пӑртак ҫилӗллӗрех саса илтӗнчӗ шалтан. Хӑрах ураллӑ негра пӗлеттӗнччӗ-и-ха эсӗ — унӑн хуҫи ватӑ Брэдиш мистерччӗ? Ҫӗртен нӳрӗрех ӑшӑ ҫапать. Хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗнче сӑнавсем тума пӑрахрӑм ӗнтӗ, мана алӑк хыҫне пытанма намӑс, кунсӑр пуҫне, тӳррипе каласан, Маша Василие юратни ҫинчен пӗлсе ҫитни те мана ҫакӑнтан кӑштах пистерчӗ. Ҫывӑхрах путене авӑтса ячӗ. Сасартӑк хӑрушӑ пӑр ҫума тытӑнчӗ. Хӑй юлчӗ, пӗччен виҫӗ ҫынна хирӗҫ; пожарнӑй картишӗ пӗр вунӑ утӑмраччӗ, салтаксем пулӑшу чӗнсе илме пултаратчӗҫ, вара Ситанова хӗнесе тӑкатчӗҫ, анчах, ун телейне пула, пожарнӑйсем хӑраса картишнелле тарса кӗчӗҫ. Ҫук? Кирлӗ те мар. Пристань ҫине агитбазӑна каятӑн-и? Ҫук? А манӑн ҫветтуй ятӑм Пантелей… Ҫапах та вӑл апат тӗлне ҫитет пулӗ? — Кам пулма пултарать-ши ку? — тенӗ шӑппӑн хӑй ӑшӗнче Луиза Пойндекстер, ҫак тӗлӗнмелле хӗрарӑма лайӑхрах курас тесе, вӑл йӑпӑр-япӑрах куҫӗ тӗлне лорнет тытнӑ. — Турпаса ҫӗрлене будкӑна кӗртмелле, ҫитерсе-ӗҫтерсе тӑраканӑн! Анчах Бояркӑра рабочисене пурӑнма вӑрман шкулӗн ишӗлсе пӗтнӗ ҫурчӗсӗр пуҫне урӑх нимӗнле ҫурт та ҫук. Бандит хӑйӗн айӑпне вилӗмпе тӳлет», — тет. — Мучи ирхине пӗрмай качака хыҫҫӑн чӑпӑрккапа чупрӗ, халӗ акӑ, куратӑр-и, пӗрле ҫывӑраҫҫӗ, — терӗ хыттӑн Яков Лукич. Вӗсенчен пӗри Викентий тияккӑн, тепри — Кралич. Кралич килте тӗртсе тунӑ сӑрӑ тӑла костюмпа, костюмне французла ҫӗлеттернӗ. Гленарван, майор, Роберт, Паганель тата ҫамрӑк капитан кимӗ илчӗҫ те пристаньрен икӗ кабельтовра якӑр ҫинче тӑракан карап патне пырса чарӑнчӗҫ. — Юрать-и? Ҫуллахи ҫулӗпе-и, хӗллехипе-и? — тесе ыйтнӑ Миките. Ыран эпӗ санӑн аннӳпе аҫуна калӑп, ҫураҫма пырӑп. Ӑна тахҫантанпах кӳме ларкӑчӗ ҫинче ҫапла сиккелесе пынӑн, хӗвел те ҫурӑмне тахҫантанпах пӗҫертнӗн туйӑнать. Джон Мангльс 1862-мӗш ҫулхи хаҫатсен комплектне илчӗ, унӑн страницисене хӑвӑрт уҫма пуҫларӗ. Юханшывӗ ҫуннӑ вырӑнӑн леш енче пулма кирлӗ. — Эпӗ ӑна хӑҫан та пулин сан патӑнта тӗл пулсан, ҫӳҫ тӑпкине тӑпӑлтарса кӑларӑп…» Ҫак сӑмахсенче эпӗ яланах ҫын хӑйӗн шанчӑкне ҫухатнине туяттӑм. Малтанах эсӗ никама та курмӑн. — Dimitri, menseur Dimitri, — терӗ вӑл: — эпир унта кӗмен-ха, аннене курман-ха эпир… Ҫав хӑрах ураллӑ моряк тӗлӗкре те ман асӑмран тухмастчӗ. Астроном тӳпере кӗтмен ҫӗртен ҫӑлтӑр ҫуталса кайнине курнӑ (ун пеккисем пулаҫҫӗ). Вӑл сасартӑк пӗр йӗр урлӑ ярса пусрӗ, ҫав йӗре уйӑрса илме ҫук, анчах ун леш енче илемлӗх. — Эпӗ хам ӳснӗ, Виля та ӳстернӗ. Иван Иванович, авалхи рим трибунӗсене ӳкернӗ картина ҫинчи пек, аллине ҫӳлелле тӑратнӑ. — Лось хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ. Пӗр план тӑрӑх пире Мускавра университетра хӑвармалла та хӑйӗн Любӑпа пӗрле икӗ ҫуллӑха Италие каймалла, тепӗр план тӑрӑх Крым кӑнтӑр ҫыранӗ хӗрринче имени туянмалла та ҫуллахи вӑхӑтра ҫулсерен унта каймалла, виҫҫӗмӗш план тӑрӑх пӗтӗм ҫемьепе Петербурга куҫмалла т. ыт. те. Ҫапла ӗнтӗ граф Святослав порфирне уртса ячӗ, Геновева — Райнӑн йӑм-хӗрлӗ тумне тӑхӑнчӗ. Норвегин Телемаркӗнчи чапа тухнӑ ҫӑтмах пек айлӑм та унпа танлашаймасть. Кашнине ҫур килограмм яхӑн апат тиврӗ. — Эпӗ вӗсене унта тупма пултаратӑп, тетӗр-и эсир? Аван перекенсене пӗр полкран теприне кивҫенле илсе каяттӑмӑр. Ятне унӑнне, паллах, малтанах шухӑшласа хунӑ, ятне паракансем вара: ячӗ пур-тӑк япали те пулмалла тенӗ. Ҫав тери тарӑхса кайнӑ Осип Михайлович ҫӑраҫҫисене кӗсйинчен туртса кӑларчӗ те Ерофей Кузьмич ури патнелле ывӑтрӗ. — Ну, эпӗ ӑна паян тӳлесе тататӑп. — Мӗнле тумтир? Унтан вӑл хӗрелсе кайрӗ, мана ыталаса илчӗ. Вӑл мана ыталаса илчӗ, эпир вара куҫа хупсах чуптурӑмӑр. Эпӗ малалла текех ывӑннине те туймарӑм; кӗрлесе юхакан шыв сасси мана уҫӑлтарса ячӗ; сасӑ вӑйлансах пычӗ. Паганель малтанласа хӑйне тыткӑнҫӑ тесе шутлама кирлипе кирлӗ маррине те пӗлмен. Тепӗр енчен, чи ҫывӑх ӳлӗмре тулашран тапӑннине пӗтерсе хуни тата экспроприаторсене экспроприацилесе ҫитерни, хӑш пӗр кирлӗ условисем пулсан, ҫапла йӗрке тума пултарӗ: пролетариллӗ патшалӑх влаҫӗ эксплуататорсем хирӗҫнине пусарма урӑх меслетсем суйласа илӗ те, пурне те тивӗҫ суйлав правине нимле пӳлмесӗрех ӗҫе кӗртӗ». Мӗншӗн-ха эсӗ маларах каламарӑн? Сирӗн ҫине пӑхса ӑнран тухрӑм, эсрелсем… Анчах та Наталья пырсанах, ӗҫне пӑрахса, ӑна княҫсем мӗнле пурӑнни, оранжерейӑсенче мӗнле чечексем усни ҫинчен каласа пама тытӑнать. Унта карлик пек пӗчӗк артель пур, анчах пирӗн гигант-колхозсем тумалла. — Чӳречесене, алӑксене хупӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ Наталья, аллисене хӑлхисем патне ҫӗклесе; ҫак вӑхӑтра амӑшӗн темӗн пысӑкӑш ури, унӑн аллинчен вӗҫерӗнсе, кӗллипе урайне хыттӑн ҫапӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра инҫетре те мар пӗр ула йытӑ курӑнса кайрӗ, шӑши тӗслӗ, мӑй ҫыххинчен кантра татӑкӗ сӗтӗрӗнсе пырать, йытӑ, ҫаран урлӑ чупса, тӳрех арман патне пычӗ. Саша хыттӑнах макӑратчӗ, стенана чаваласа урисемпе тапкаланатчӗ. Анчах тӗттӗм пирки нимӗн те курӑнмасть; ҫавӑнпа каялла тухма лекрӗ, кимме кӑкарса, тул ҫутӑличчен кӗтрӗмӗр вара. Ҫамрӑксем кулкалаҫҫӗ, темӗнле плансем тӑваҫҫӗ. — Паллах, вӑрланӑ? Хӑй хӗрӗн хутне кӗменшӗн-и? Пусма тӑрӑх эпир пӗрле хӑпартӑмӑр. Вӑл, яланхи пекех, пуҫне каҫӑртса, сӑмсине айванла сиккелеттерсе утрӗ, манӑн пуҫӑмран вара ӑна урапа тапса ывӑтас шухӑш пӗрре те тухма пӗлмерӗ. Ӑна итлесе пӗтернӗ хыҫҫӑн, Гаррис хӑйне Бакстпа Бенуа декорацийӗсем ҫинчен чаплӑ Морис Дени мӗн калани ҫинчен малалла каласа пама пуҫларӗ, Воропаев сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ. Дворцовой урамри пысӑк ҫуртӑн тул енчи алӑкӗ патне Артур пырса шакканӑ чухне ӗнтӗ тахҫанах тӗттӗм пулнӑ. Ун тарҫи ҫукчӗ, вӑл тин ҫеҫ тавӑрӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш, республика халӑх йышӗ енчен питех пӗчӗккӗ пулмалла мар, унӑн халӑх йышӗ, калӑпӑр, хӑт миллионран кая мар, ытларах пулмалла. Санин кӑштах вырӑнтан сиксе ларчӗ: вӑл кун пек пуласса кӗтмен. Масар патӗнче пӗр салтак лашана вӗрен вӗҫҫӗн хӑй йӗри-тавра чуптарать, тепри, унпа юнашар тӑрса, ҫӗре урипе тапать, кӑшкӑрать, шӑхӑрать те кулать. Мана пирӗн матроссем кӑмӑла каймаҫҫӗ. Мана хамӑн помощник кӑмӑла каймасть. Такам ӑшшӑн та мар, сиввӗн те мар:— Суд килет… — тесе пӗлтерчӗ. — Темиҫе мӗн тума кирлӗ вӗсем? — Пӗлместӗп. Монтанелли минтерсем ҫине таянса ларать. Вӑл пит ывӑннӑ курӑнать, хӑйне курас тесе кӳме алӑкӗ патне пухӑннӑ хаваслӑ халӑха та асӑрхамасть. Кун пек юратӑва ӑна сӑмах мар, пурнӑҫ кирлӗ, пӗр-пӗтӗмле пурнӑҫ. — Ку тӗрӗс. Ҫак темле улӑпла тимӗр хурт-кӑпшанкӑ, вӑйлӑ та хаяр, усал кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Ҫавӑн пек сӑмахсем пурне те тӗлӗнтереҫҫӗ. Манӑн план, чӑннипе илсен, хӑйне кура начарах пулман. Алексее яланхи йӗркепе рапорт ҫырса пама сӗнчӗҫ. «Ҫитӗ, ҫитӗ, карчӑк, ӗсӗклеме! Ну, вӗрен пусма тума юрать: хамӑрӑн шурӑ ҫивиттисене ярӑмӑн-ярӑмӑн ҫуратпӑр та Джим валли вӗрен яватпӑр. — Эсир, — терӗ малалла Негоро, — сирӗн ывӑлӑр тата ҫак шӑпа хӑвалакан ухмах чылай хаклӑ тӑратӑр. Ку хакпа эпӗ усӑ курса юласшӑн. Чӗрине хаваслӑ вӑй тулнине туйса, Алексей хӑй выртакан сак ҫинчен сиксе тӑчӗ, «сталинградкӑна» ҫутса ячӗ, тетрадьрен пӗр листа ҫурса илчӗ, унтан карандаша атӑ тӗпне сӑтӑркаласа шӗвӗртрӗ те ҫырма тытӑнчӗ. Анчах та вӑл малтанхи пекех вӑрт-варт ҫаврӑнкаларӗ, ӗҫсене тӗплӗ турӗ, шавлӑн ятлаҫасси ҫеҫ пулмарӗ унӑн. Халӑх сӑмахӗ — Тинӗс хумханӑвӗ. Тулта вӗри, ҫиҫсе ялтӑракан ҫанталӑк тӑрать пулин те, пысӑк пушӑ залӑра сулхӑн та тӗттӗмтерех. Эпир кӗнӗ пӳлӗмре сӗтел-пукан лайӑхрах, вырнаҫтарма та ӑна чипер пӗлсе вырнаҫтарнӑ. Вӑл Артамоновсем ӗҫкӗпе иртӗнмесӗр, туслӑн пурӑннине, хӑйсен ӗҫне ҫине тӑрсах тунине, вӗсем нимӗнле усал ӗҫ те туманнине курчӗ. Акӑ хӑй паллакан надворнӑй советник пырать; ҫынсем хушшинче тӗл пулсан, Ковалев ӑна подполковник тесе чӗнетчӗ. — Ухмах эсӗ, Ихошка, чӑн-чӑн пурнӑҫа ӑнланмастӑн. Эпӗ Джима ҫирӗм хут та кӑшкӑртӑм пулӗ, вӑл хирӗҫ сасӑ памарӗ; вара эпӗ ӑнсӑртран алӑ айне лекнӗ хӑмаран ярса тытрӑм та ҫыраналла ишме тытӑнтӑм. Юрать-ха, телее пула, Гуамини шывӗ инҫе мар. Мунчо, пыр, Викентие чӗнсе кил, унсӑрӑн эп кула-кула вилсе те кайӑп. Апрель вӗҫӗ тӑрать, хӑш-пӗр йывӑҫсем чечеке ларнӑ. Ҫавна сирӗн пурнӑҫа кӗртмелле тесе сӗнме пултараймастӑп, анчах та хулари лӑпкӑ пурнӑҫшӑн монсиньор легат умӗнче ҫапах та манӑн ответ тытмалла пулать вӗт… — Эпӗ, — терӗ Монтанелли ӑна пӳлсе, — хамӑн епархинче закона хирӗҫ пӗр ӗҫ пулнӑшӑн та турӑ умӗнче те, унӑн святейшестви умӗнче та ответ тытатӑп. — Эрехрен мӗнле те пулин урӑх шӑршӑ мар, эрех шӑрши кӑна кӗме тивӗҫлӗ пек туйӑнмасть-и сире, господин профессор? Синопа часах тӗлленӗ. Ҫӗмрен кантри туртӑннӑ, ҫӗмрен йӗппи тирӗннӗ кайӑк ҫӗре ӳкнӗ, юр юнпа хӗрелнӗ. Сывӑ пултӑр генерал! Мӗнле професси суйласа илнӗ-ха! Часах халӑх ҫӗнӗ мганнган тепӗр уйрӑмлӑхне курчӗ: вӑл чӗлхесӗр иккен. — Эпӗ вуникӗ ҫул пурӑнатӑп ӗнтӗ ҫак ҫуртра, вӗсене юратнине тата, хамӑн ачасем пулсан, вӗсемшӗн те ҫакӑн чухлӗ тӑрӑшас ҫуккине турӑ умӗнче те калама пултаратӑп, Николай, — тӑсрӗ хӑй сӑмахне Карл Иваныч, ҫӳлелле пӑхса тата табак пуракне мачча патнелле ҫӗклесе. Ҫак тарӑн вара ансан, Огнянов ӑнсӑртран сӑрнайпа параппан сасси илтех кайрӗ, кун пек вӑхӑтра туй тавраш пулмалла мар пек пулин те, тӗрӗксен ялӗнче туй тӑваҫҫӗ пулас. Ман шухӑшӑмсем ҫак савнӑ анне сӑнарӗ хыҫҫӑн аякка вӗҫсе ӳкрӗҫ. Икӗ кун хушши эпӗ вуншар сехет пушанмасӑр лартӑм. Эпӗ вара… мана вара, — унӑн яланах лӑпкӑ-хӑюллӑ та пӑртак кулакан, ҫӳхе те кӑштӑрка тутисем сасартӑк чӗтренсе илчӗҫ, — манӑн урӑх пурнӑҫ тӑвас пулать. — Вилнӗ Игнат хӑйӗн ывӑлӗн йӗркесӗр пурнӑҫӗ ҫинчен хаҫатра вуласа пӑхнӑ пулсан, ӑна, Фомкӑна, ҫавӑнтах ҫапса пӑрахнӑ пулӗччӗ! — тенӗ Маякин, чышкипе сӗтеле ҫапса. Ҫук, ҫук, эпӗ ӳпкелешместӗп. Эсир харкашу-тӗртӗхӗве юри шыраман — куна эпӗ пӗлетӗп. — Анчах чӑнах та чӗнсе пӑхсан? — ыйтрӗ хохол. Юратушӑн кунашкал хыпса ҫуннине Лось ҫапла уҫӑмлӑн нихӑҫан та туйман, юратӑвӑн ҫакнашкал ултавне, хӑйне хӑй хӑрушла ылмаштарнине — хӗрарӑмпа — нихӑҫан та ӑнланман; арҫын чун-чӗрин ылханӗ. Камран кӑна ыйтман вӑл, анчах пӗри те Розелли ятне илтмен; гостиница хуҫи ӑна библиотекӑра ыйтса пӑхма канаш панӑ: унта эсӗ пур кивӗ хаҫатсене те тупатӑн, тенӗ, анчах ку ӗҫпе Санин мӗнле усӑ курассине хуҫа хӑй те пӗлмен. — Мӗн ку? — терӗ. Эпӗ вӗсене курмастӑп, анчах хӑш тӗлте тӑнине туятӑп, мӗншӗн тесен вӗсем виски ӗҫнӗ, спирт шӑрши кӗрет. Яков Лукич ирӗксӗрех юсанчӗ, ҫурӑмне тӳрлетрӗ, аллисене пӗвӗ ҫумне ярт тытрӗ. Ман тумтир тӑрӑх вӗсем эпӗ вырӑнти ҫын пулманнине пӗлчӗҫ, мӗншӗн тесен вырӑнти ҫынсем пурте ҫаппа-ҫарамас ҫӳреҫҫӗ. Карап халӗ юн пек хӗрлӗ, пуш-пушӑ чакӑл тусем ҫийӗн вӗҫет. Вӑл хытӑ сасӑпа кӑшкӑрса Артура ҫав кимӗ тӗпне тӑсӑлса выртма хушрӗ, хӑй кӗсменсемпе ишсе, гаваньрен тухакан вырӑн еннелле ҫул тытрӗ. Этем яланах кама та пулин юратасшӑн; анчах хӑшпӗр чух вӑл хӑйӗн юратӑвне путарса лартать, варалать; хӑш-пӗр чух хӑйӗн чи ҫывӑх ҫыннин пурнӑҫне пӑсма пултарать, мӗншӗн тесен вӑл ӑна — юратасса юратать те — хисеплемест. Анчах эпӗ ҫакӑнпа килӗшме пултараймастӑп, мӗншӗн тесен ҫапла ӑнлантарса пани мана тӗрӗсех мар пек туйӑнать. — Эсир Кавказа килни нумай пулмасть пуль-ха? Унӑн ывӑлӗ, музыкант, Мускавра перӗнсе вилнӗ, анчах вӑл ӑна ҫаплах кӗтет, икӗ ҫула яхӑн ӗнтӗ… — Ҫук, тӳрех калас пулать, эпӗ сирӗн ҫинчен нимӗн те илтмен, ку ӗнтӗ ман айӑп… — Валюшка-и? Халиччен вӑл яра куна кунӗпех ӗҫре чӑрманса ирттеретчӗ; ирхине вӑкӑрӗсене, ӗнине, сурӑхӗсене, лашине тухса апат паратчӗ, шӑваратчӗ; кӑнтӑр апачӗ вӑхӑтӗнче каллех анкартинчен, пӗр пӗрчине те тӑккалама хӑраса, тирпейлӗн, утӑ-улӑм йӑтатчӗ, ҫӗрле выльӑхсене картана хупатчӗ. Ҫул тӑршшӗпе ҫав-хурахсем хуп-хуран килеҫҫӗ. Ҫӗр хута салатрӗҫ, пушӑ ещӗксем анчах выртаҫҫӗ. Ҫул ҫинче, вӑрмана кӗрсенех, кураксене е шухӑ пакшана пӑшалпа пеме тытӑнать, пӗччен иртсе ҫӳрекенсене чара-чара, вӗсенчен усал следователь пекех: кам, ӑҫтисем, ӑҫта каятӑн, тесе ыйтса тӗпчет. — Э-э, ҫапла ҫав! — терӗ вӑл майӗпен. Унӑн арӑмӗ те пур. — Мӗн вӑл хумханни! — татрӗ ун сӑмахне Воропаев. Ривэра вӗсене хӑйне укҫа тӳленипе тӳсме хӑнӑхса ҫитнӗ. Малтанласа вӑл кашни ҫапӑҫушӑн ҫур доллар илнӗ, юлашкинчен эрнине вунпилӗк доллӑра ҫитернӗ. Ку сӑмахсем Павела унӑн пӗтӗм шухӑшне пӗлтерчӗҫ. «Тем мар, Огнянов господин, — терӗм эпӗ, — кама та пулин кӑшт усӑ кӑтартнӑшӑн эп ӳкӗнместӗп. — Мӗн те пулин шухӑшласа тупас пулать, — тетчӗ те Андрей сухалне хыпашлакаласа, ассӑн сывласа илсе айӑпа кӗнӗ ҫын пек кулкалатчӗ. — Бил! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Казондене слон шӑммине Вӑтаҫӗр Африкӑн пур факторийӗсенчен те илсе пыраҫҫӗ, кунтан вӑл Хартума, Занзибара, Наталя саланать. Курман эп ҫакнашкал хӗрарӑм, — терӗ Оленин. Анчах ҫуртасӑр ӗҫ тухмасть, ӑна ҫутма эпӗ, паллах, хӑратӑп. Вӑл крепӑҫрех, пуп майри патӗнче юлни ҫинчен каласа патӑм эпӗ. Унӑн ҫакӑн пек майпа ҫӗр ҫинчен хӗрӗх фут ҫӳллӗшне яхӑн хӑпармалла. Апла пулсан, Марспа Хӗвел хушши пӗрре ҫурӑ астрономи единици пулать. Калчо Огнянова эрех курки тыттарчӗ. — Господин улпут умӗнчех ҫавӑн пек сӑмахсем… — пуплешрӗ Ефим. — Улита ятлӑ, — терӗ хӗрача, кулянса, сӑн-сӑпатне тата та тӗксӗмлетсе. Пуҫларӑм вара балалайкӑпа хыҫма… Эпӗ сана мӗн калаттӑм-ха, — малалла каларӗ вӑл. Уэлдон миссиспа ун ывӑлӗ вилнӗ, терӗ Гаррис… — Ку мӗн тата? — илтӗннӗ хулӑм, хаяр сасӑ, унтан шӑл хушшине сигара хӗстерсе пӳлӗме халат тӑхӑннӑ палламан ҫын кӗнӗ. Хӗрсем хыҫҫӑн чупатӑн пуль-ха? Широкогоров пуҫне кӑмӑлсӑррӑн сулласа илчӗ. Ҫавӑнпа мӗн эпӗ: ӑҫта илтнӗ-ха ку Базаров хушамата? тесе ыйтатӑп та… — Кэ! Шӑлнӗ ҫухалнӑшӑн хуйхӑрса, хӗр хӑй савни ҫӑлӑнасси ҫинчен кӗл тунӑ. Пӗр самант хушши вӑл, мӑн ҫамкаллӑ пуҫне пӑрса, ҫынна сӑнаса пӑхса тӑчӗ, унтан хӑлхисене вырттарчӗ, хӳрине хӗстерсе хучӗ те айлӑмалла лӗпӗстетрӗ. Ҫав вӑхӑтрах карчӑк, хӑй ӗҫне ал сӗмӗпе малалла тунӑ май, сӑмса айӗн тем мӑкӑртатрӗ-ха, анчах хуллентерех те хуллентерех, ӑнланмаллах та мар. — Кая юлнӑ, — асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ. Садра ҫулҫӑсем чӑштӑртатаҫҫӗ, таҫта аист сасӑ парать, сасартӑках темӗн ӑса илнӗ пек автан авӑтса яни, ҫунаттисемпе хӑлаҫланни… ҫӑл тараси чӗриклетни… — ҫаксем йӑлтах ялти ӗҫлӗ кун умрах иккенне систереҫҫӗ. Эпӗ чӑннипех те ҫав тери, пӗтӗм кӑмӑлран савӑнатӑп. Аркадий сӑн-пичӗ ӗнерхи пекех, Катя — шухӑша кайнӑн курӑнать. Джемма хавасланнипе кӑшкӑрсах ячӗ (Леноре фраун куҫӗсем чӑнахах та питӗ илемлӗ пулнӑ), унтан амӑшӗн питне тутӑрпа тепӗр хут сӑтӑрса илсе, каллех ӑна чуптума тытӑнчӗ. — Качча каймашкӑн ҫураҫнӑ-и? — Кукамай, эпӗ унран тем тусан та каҫару ыйтмастӑп… — терӗм эпӗ, тепӗр сӑмах каласанах юхса анасла капланса тӑракан куҫҫуле чараймассине туйса, сасартӑк чарӑнтӑм. — Эпӗ паян ир сан патӑнта юбка мар, хӗр ҫураҫнӑ, — терӗ Давыдов, шӑрӑхпа ҫуркаланнӑ тутисене ҫулакаласа. Говэн вӗсене илтмерӗ. Тапрат… Халь ӗнтӗ вӑл йӑлтах ухмаха тухать. Хӗрарӑмсенчен ытларахӑшӗ япала йӑтакансем пулса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ярмаркӑна, пуҫран чӗнпе тыттарса, ҫурӑм хыҫне пысӑк карҫинккасем ҫакса килнӗ. Юлашки ҫапӑҫу саманчӗ ҫитсе килчӗ. Анчах тинӗс хумӗсем ҫав-ҫавах пӗчӗкленмерӗҫ-ха. — Унтан эпӗ мӗнле те пулин ӗҫ тупӑп тесе шанса, ҫӗршыв тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӑм. Лимӑра юлма нимӗнле май та ҫукчӗ. — Ҫук, ачасем мана хама кирлӗ; квитанци пур манӑн. Вӑл сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Чӗрнесем манӑн юнпа сӑрланнӑ! Марко сехетне ӗҫлеттересшӗн пулса сӑнчӑрне туртса хӑпартсан «ӳслӗкпе аптраканӑн» кӑкӑрӗнчен иленчӗклӗн хӑйӑлтатни-хӑрӑлтатни илтӗнсе каять те, вара кушак та сехрине хӑпартса пӳлӗмрен тухса тарать. Бойчо ӑна васкавлӑн вуласа тухрӗ, куҫне йӑлтӑр куҫҫуль карса илчӗ. — Ку чӑн-чӑн кит мар! — сас пачӗ Халл капитан. — Ку гостинӑй, мадам. Вӑл кӑштах уксахласа, туйипе шаклаттарса утса пычӗ те хӑвӑрт калаҫма тытӑнчӗ. Сывлӑш тискер кӑшкӑрусемпе янӑраса кайрӗ. Ҫамрӑклӑх, вӗренӳ ҫулӗсем, чухӑнлӑх, ӗҫ, хӗсмет, вӑтӑр пилӗк ҫул хушшинче — сирӗн вулавҫӑрсене кӑсӑклантаракан пӗр япала та, палӑртса хӑвармалли нимӗн те тупӑнмасть. Яков Лукич темиҫе минут хушши ним шарламасӑр ларчӗ. — Ну, эсӗ мӗншӗн кайӑка вӗлертӗн-ха? — тесе пуҫларӗ вӑл мана тӳрех пӑхса. Ҫемье! Роберт вӗсенчен юлмасть, пысӑк ҫынсем мӗн калаҫнине тимлесе итлет. Санӑн ҫывӑрас килнине шута та илмеҫҫӗ. Атте ятне илтсенех, вӑл ман ҫине хӑ-вӑрт пӑхса илчӗ: «Поже мой! тавно-ли, Андрей Петрович хӑй те санӑн ҫулусенче кӑначчӗ пулас; халӗ унӑн авӑ епле маттур каччӑ ӳссе ҫитнӗ! Ахальтен мар вӑл башкир кӗсрине, ырханскере, тата сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑпа парса янӑ. Ой, питӗ пысӑк! Акӑ пӗр ӑру тапхӑрӗ иртнӗ-иртменех Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулин ӑслӑлӑхӗпе суту-илӗвӗ йышлах мар ҫав йӑх аллине куҫаҫҫӗ. Ҫурҫӗр иртни чылай пулин те Санин пӳлӗмӗнче лампа ҫаплах ҫуннӑ-ха. — Вӑл — хӑйне хӑй, ну… эпӗ те — хама хам. Вара Паганель, кашни слог ҫинче чарӑнса тӑрса, акӑ мӗн вуласа пачӗ: — «1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче виҫ мачтӑллӑ «Британи» Глазгоран кайнӑскер, кӑнтӑр тинӗсӗнчи Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем патӗнче нумай агонисем (асапланнӑ) хыҫҫӑн шыва путрӗ. Сасартӑк пӗр ушкӑн кӑткӑ пырса тухрӗ, вӗсем пурте ӗҫлеме тапратрӗҫ. Сирӗн хусахла сӗтел хушшине ларар. Эсӗ — хуҫа, эсӗ ӗҫе юрататӑн, вӑл та сана юратать. — Пӑртакҫӑ типӗ мӑк, манӑн трубан пысӑклатакан кӗленчи, хӗвелӗн пайӑрки, ҫак виҫӗ япаларан мӗнле кӑна вут тивертсе янине хӑвӑрах куратӑр. Хӑй пурнӑҫӗнче вӑл пӗрремӗш хут ют ҫын ҫуртӗнче пулчӗ, анчах ку ӑна иментермерӗ. Эпӗ часах, комендантпа унӑн ҫемьине ырӑ сунтӑм та тухса кайрӑм. — Мӗншӗн интереслентерет-ха сире Виктор? Ӑна вӗлерме ҫук, вӑл ахаль те чӗрӗ мар. Хӑвӑн ҫиллӳне ан питле мана, хӑвӑн хаярлӑхпа ан пӗтер мана… Пӗлӗтсем ҫине пӑхса Джон кӑнтӑрла хӗвеланӑҫ енчен вӗрекен ҫил ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчен вӗрме тытӑнасса ӗмӗтленчӗ. Генерал пӑртаклӑха шӑпланчӗ, унтан хурланчӑк та йӗкӗлтешӳллӗ сасӑпа лӑпкӑнтараххӑн малалла тӑсрӗ: — Йӑлт турткаласа пӗтертӗр пулас ҫынсене утаслӑхпа, ҫапла-и? Петр ашшӗ ҫине тархасласа, ҫилленсе пӑхать, ҫӳҫӗ-пуҫӗ арпашӑнса кайнӑ, Илья Артамонов, Баймаковӑн хӗрлӗ сӑн-пичӗ ҫине пӑхса:— Тӑхлачӑ, сим-пылпа шаклаттарар-ха! Эпир те ӗнтӗ халь вӗренсе ҫитнӗ, ун пек-кун пек пӑркаласа улталаймӑн! Вӑл Якова авлантарас тесе ӳкӗтлеме тытӑнсан, ывӑлӗ ӑна тӑрӑхласа кулса канаш панӑ: — Эсӗ, анне, ҫи-ха мӗн те пулсан, авантарах пулӗ. Ҫак сӗмсӗр тӗрӗксем мӗнле ирсӗр шухӑш тытнине мелник тавҫӑрса илчӗ ӗнтӗ. Юлашкинчен вӑл карҫинккана тытрӗ те пӗррех кӗтеселле вӑркӑнтарчӗ — чутах кушака вӗлерсе пӑрахатчӗ; унтан пире тухса кайма хушрӗ. «Ан чӑрмантарӑр мана, — кӑнтӑрлахи апатчен ман куҫ тӗлне пулсан хӑлхӑрсене пӑратӑп», — терӗ. — Мӗн ҫыпӑҫрӑн? — Мӗнрен ара? — Ҫук, нимех те мар, питӗ аван, — ответлерӗ Павел Петрович, вара, пӑртак тӑхтасан, ҫакӑн пек хушса хучӗ: — шӑллӑма улталама ҫук, ӑна политика пирки харкашса кайрӑмӑр темелле. — Ҫапла… Пӗтӗм тӗп пуҫлӑх пурӑнать унта… пысӑк господасем… — Ҫывӑрма выртас тетӗп-ха эпӗ. — Пӗрремӗш номер — терӗ Берсенев та. Марьянкӑн ҫирӗп утти Оленина: «Манӑн та сан ҫумра, санӑн та ман ҫумра нимӗнле ӗҫ те ҫук», тенӗн туйӑнчӗ. Том кӗҫнерникунне тӑрса ҫӳрекелеме пуҫларӗ, эрнекун хула тӑрӑх ҫӳреме тухса кайрӗ, шӑматкун вара вӑл маттурах пулчӗ теме пулать. Анчах Беккийӗ вырсарникунчченех пӳлемрен тухмарӗ, кайран тухсассӑн та, вӑл йывӑр чирпе чирлесе выртнӑ сӑнлӑн туйӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Радуб:— Сывӑ пултӑр Париж! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Джимах ларать ӗнтӗ унта. — Кадровиксем те пур, сирӗн пеккисем, запасран килнисем ытларах. Каҫсерен, ҫывӑрма выртас умӗн, эсӗ кравать ҫине ларса купӑс кала, ирхине тӑрсан та ҫаплах ту. Вӑл каллех урисем чӑт-малла мар ҫунтӑрса ыратнине туйрӗ, юр ҫине йӑван-са, тӑнне ҫухатрӗ. — Анчах… — хирӗҫ калама тӑчӗ лешӗ. Зенитчиксем тӑшман самолетне тӗллесе переҫҫӗ; снаряд виҫӗ-тӑватӑ километр ҫӗкленет те, унӑн ванчӑкӗсем каллех ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ… Ҫутҫанталӑкри мӗнпур япаласене Ҫӗр хӑй ҫумне туртса тӑрать. Ӗлӗк ҫынсем туртӑм вӑйне ҫӗнтерме май пурри ҫинчен шухӑшлама та пултарайман. Пӗр сакӑрвунӑ ҫул каялла французсен паллӑ астрономӗ Фламмарион Марс пирки хуйхӑрса акӑ мӗн ҫырнӑ: «Ку вӑл — ҫӗне тӗнче, унта нимӗнле Колумб та ҫитеймӗ». Ҫынна ҫӗклеме пултаракан ракетӑллӑ снаряда чи малтан вырӑс революционерӗ Николай Иванович Кибальчич ҫитмӗл ҫул ӗлӗк шухӑшласа кӑларнӑ. 1881 ҫулта ӑна патша правительстви II Александр патшана вӗлерме тӑнӑ ҫӗре хутшӑннӑшӑн хӑйне те вӗлермелле тунӑ. Ҫук, чунӑм, хӑвпа паянхи ӗҫ кунӗшӗн мӗн лекнине халех пӗтӗмпех илетӗн эсӗ манран! Эсӗ астроном пулас тетӗн пулсан, санӑн математикӑпа нихӑҫан та пиллӗкрен кая паллӑсем пулмалла мар. — Тӗлӗнсех каймалла, ҫак прерисенче пит те хӑвӑрт ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем нумайӑн мар, — тӑваттӑн ҫеҫ, анчах вӗсем ҫине пӑхма та хӑрушӑ. Акӑ мӗн пысӑкӑш пирӗн Ҫӗрӗн масси! — Эпӗ ҫавӑн пек тӗпчесе ыйтнине хирӗҫ тӑратӑп, — тесе сӑмах хушать защитник. — Юратан апла пулсан… — терӗ Пантелей. Вӑл пирӗнпе юнашар тӑма пултарать. Ну, тӑванӑм, эсӗ шуйттана ӳкернӗ». Вара Мими ҫырса кӑтартма ҫук ҫирӗп кӑмӑлпа пурне те пӑрӑнса тӑма хушрӗ, пысӑк утӑмсемпе хӑюллӑн утса, сапаласа тӑкнӑ етре патне пычӗ те, кӗтмен ҫӗртен ҫурӑлса сирпӗнес хӑрушлӑхран хӑрамасӑр, етрене урисемпе таптама тытӑнчӗ. Пӗр хутӗнче вӑл мӑйӑх та шӑтман ик подпрапорщикпа уйрӑм сӗтел йышӑннӑ Арчаковский тӗрӗс маррӑн хӑтланнине те курчӗ: лешӗ тытрӗ те, самаях тӳрккессӗн туртӑнтарса, икӗ карта харӑссӑнах хӑй еннелле ывтӑнтарчӗ. Старик тӑма пилӗк минут хушши йӑваланӑ, унтан пашалу пек тунӑ та, пурне те тикӗс тӑвас тесе, ывӑҫ тупанӗпе темиҫе хут ун ҫине пусса илнӗ. — Ӑҫта? — тесе мӗкӗрсе ячӗ те Смурый, чупса карӗ. Эпӗ сана хамӑн авалхи туспа, юлташпа паллаштарӑп», — терӗм. Ҫар лагерӗ сӑпса йӑви евӗрлӗ кӗрлет, уйрӑмах революциллӗ тапхӑрсенче ҫавнашкал пулать вӑл. Ҫакӑнса тӑракан кӗпере йывӑҫран лианӑсемпе ҫыхса тунӑ. Вӑл алли-урипе пӗтӗм вӑйран туртӑнчӗ, анчах ӑна тытнӑ гайдуксем ӗлӗкхи пек ҫӗрелле такӑнмарӗҫ. Ҫакна Нагульнов хӑй те тунмасть… Епле майпа «Св. Мария» тесе ҫырнӑ — тахҫанхи латун пакур тупӑнни ҫинчен те каласа патӑм. Кун пек пурӑнӑҫра мӗне вӗренме пулать? Лав умӗнчен те, хыҫӗнчен те вуншар ҫын юланутпа пыраҫҫӗ. — Атте мӗнле, ӑҫта вӑл? Хӑйӗн чунне хурлӑхсемпе килентерни Томшӑн питех лайӑх туйӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн чунне нимӗнле савӑнӑҫ та пырса кӗрттересшӗн пулман. Пӳлӗме унӑн кузини Мэри ташласа пырса кӗнӗ. Вӑл нумай вӑхӑт хушши, пӗр ӗмӗрех, урӑхла каласан, пӗр эрне килте пулман хыҫҫӑн, тинех киле таврӑннишӗн питех савӑннӑ, хӑйпе пӗрле вӑл пӳлӗме алӑкранах юрӑсем тата хӗвел ҫути илсе кӗртнӗ. Туфта пӗрре хут ҫине, тепре Корчагин ҫине пӑха-пӑха чылайччен тӗлӗнсе тӑчӗ. Тен, хӑҫан та пулсан ҫак йывӑрлӑхсем хӑй ҫинчен систерӗҫ. — Манӑн ӑна курса хам мӗн шутланине каласа ларас килетчӗ. — Ҫарӑк ҫеҫ пулсан ӗнтӗ, ун хыҫҫӑн аш ҫиес килекен пулать-ха». Тренировка шкулӗнчен Алексей Мересьев ҫав тери лайӑх отзывпа тухрӗ. Ҫын чирленӗшӗн пӗтсех каяҫҫӗ вара!» Ҫак чаплӑ канашлу иртнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран, эпир Пугачев чӑнахах та, хӑй малтан каланӑ пекех, Оренбург патнелле ҫывхарни ҫинчен илтрӗмӗр. Унӑн куҫӗсем ҫулӑмланса кайнӑ, сасси — кашни сӑмах ҫинчех вӗриленсе, ҫӗкленсе пынӑ. Ҫавӑнпа эпир хамӑр Шырланпуҫӗнчи ячейкӑран пире большевикла партине илме ыйтатпӑр. Ывӑлӗ таврӑннӑ пирвайхи кунсенчех ашшӗ ӑна:— Ну, каласа пар мӗнле пурӑнатӑн; эпӗ сана нумай каласа кӑтартнӑ, халь ӗнтӗ сан черет, — терӗ. Питне вӑл ҫӗтӗк таткипе чӗркенӗ, пуҫӗ ҫине темскер манах ҫӗлӗкӗ пекскер лартса янӑ; ҫийӗнче унӑн хохолсен чумаркипе чӑлхи ҫийӗн кӑларса янӑ кӑвак шӑлавар, уринче ҫӑпата. Ача ҫуртӗнче вӗренекенсене шкултан тухса кайнӑ чухне «малтанхи хут каҫ выртмалли юлашки пулӑшу» параҫҫӗ. Ҫук, нихӑҫан та илтмен ун пекки ҫинчен. Эпӗ йытӑ? Ҫук, нихӑҫан та илтмен ун пекки ҫинчен. Эпӗ ӑна таҫта курнӑ пек туйӑнать. — Мӗн эсӗ? — терӗ вӑл, мана ярса тытса. — Купецсем ҫавӑн пек пулнӑ… — Эпӗ ниепле те ӑнланса илме пултараймастӑп, мӗн ӗҫ пур-ха сирӗн ман костюмпа, мистер Кольхаун, анчах эсир ман кӗпене йӗпетсе хутӑр, ҫавӑнпа та мана та ҫавӑн пекех ответлеме, сирӗн кӗпе ҫинчи крахмала ҫуса яма ирӗк парӑр. Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пек решени йышӑнса, протокола кӗртсе хӑварчӗҫ: усал шухӑшпа выльӑхсене пусса пӗтерессине чарассишӗн вӑйлӑ ӑнлантару кампанийӗ пуҫласа ямалла, ҫакна тумашкӑн, самообязательство йӗркипе, парти членӗсенчен кашниех килӗрен киле кӗрсе ҫӳремелле. Эпӗ папӑна ыттисенчен кая мар юрататӑп. Амнисти ҫав тери ырӑ япала пулчӗ. Романьири туссем мана ак мӗн ҫинчен пӗлтереҫҫӗ… Ӑна халӗ ҫав ӗҫсем пысӑкланса, кӑткӑслансах пынӑн туйӑннӑ. Малтан, ҫакӑн пек хурлӑхлӑ биографиллӗ паттӑр командир ҫинчен пӗлсен, вӑл унӑн хуйхи-суйхине чакарма пулӑшас кӑмӑлпа ҫырса ячӗ. Ҫирӗк турачӗ ҫинче хӑйӗн хура шӗвӗр сӑмсине тасатакан чакак сасартӑках пуҫне айӑккалла пӑрчӗ те тимлесе итлерӗ, вӗҫсе кайма хатӗрленсе ларчӗ. Исидора мустангера юратнӑ. — Калатӑрах! — Ҫапла ҫав, майор, йӗрсем пур. — Хатӗр! Ҫав сӑхӑмсем пирӗн бригадӑна хӑйсем аташса пынӑ, вӗсене никам та хӑваласа пыман, унтан тата — вӗсем пирӗн колхозӑн пулсан мӗнле ют лашасем-ха апла? Лось вӑйне шеллемесӗр ӗҫлет, чӑн та, пӗрлехи телей синкерне машинӑсен мӗнле те-тӗр комбинацийӗ сирсе яма вӑй ҫитерессе хӑй те ӗненместпе пӗрех. Килне вӑл, яланхи пекех, каҫхине ултӑ сехет тӗлне таврӑнать. Пӗчченех — каҫхи апат, ҫывӑрма выртас умӗн пӗр-пӗр кӗнеке уҫать; сӑвӑ йӗркисем уншӑн пепке пуплевӗ евӗр, романҫӑ шухӑш-юхӑмӗ ача пакӑлтатӑвӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Дик хускалмасӑр тата темиҫе ҫеккунт тӑчӗ, унтан асӑрхануллӑн хӑйӗн юлташӗсем патне таврӑнчӗ. Мана яланах чи кичем те чи йывӑр предмет пек туйӑнакан историн иртнӗ урокӗ хыҫҫӑн Лебедев Сен-Жеромпа ман пирки ӳпкелешсе калаҫрӗ, тетрадь ҫине мана «иккӗ» лартса пачӗ, ку ӗнтӗ ытла та лайӑх мар. Грант капитан Шотландине тавӑрӑннӑ ятпа пӗтӗм халӑх чаплӑ уяв туса ирттерчӗ. — Ҫапӑҫу хӗрсех кайсан, шӑтӑка тарса кӗмӗп, сан йышши йӑхран мар эпӗ! Мӗншӗн? — Тепӗр ыйту пама юрать-и? Стоян хӗрачине вӑл йӗнӗ сасӑранах тӗлӗнмелле тӗрӗс илтсе палларӗ. — Мӗн чалӑшшӑн пӑхатӑн? — Икӗ хут пемелле; суд-йӗр тӗлӗшӗпе кирек мӗн килсе тухасран, кашниех кӗсьине хӑй пӗтнӗшӗн хӑйне айӑпласа ҫырнӑ ҫырусем чикмелле. Чӗринчен те чикмен-ҫке ҫав тискер ҫын, асаплантарасшӑн пулса, ҫурӑмӗнчен чикнӗ… шӑлтах вӑрӑ-хурахла тунӑ ҫав! Баррикада патне тупӑсем вырнаҫтарма май килмен: унта мӗнпурӗ те икӗ тупӑ лартмалӑх кӑна майлӑ вырӑн пулнӑ. Маркиз вара вунултӑ кӗрепенкеллӗ етрепе перекен икӗ тупӑ вырнаҫтарса ларттарчӗ, вӗсем валли часах амбразура та туса хучӗҫ. Халь ӗнтӗ ӑна мӗнпурӗ те пӗр ӗмӗт ҫеҫ — ҫиес ӗмӗт ҫеҫ ертсе пырать. — Ҫук, пултараймастӑн! — Халь вӗсем кунтан чӗрӗк мильтен ытла мар. Тыткӑнран ҫӑлӑнас шанӑҫ унӑн чӗрине ӑшӑтса хӗмлентерчӗ. Диаконӑн кӗрлевлӗ сасси залри пӗтӗм шӑв-шава лапчӑтса, хупласа хунӑ; ятлӑ купецсем, киленсе кайса, ҫӑра октава юхса тухакан карӑлнӑ ҫӑвар ҫине тинкерсе тӑнӑ, ҫак самантпа усӑ курса, Фома сӗтел хушшинчен тухса кайнӑ. — Сылтӑмарах тыт! — терӗ Челкаш. Мӗнле ырӑ кӑна пуҫланнӑ ҫулҫӳрев ҫапла вӗҫленчӗ. Ҫакӑн евӗрлӗ ӑнсӑртран килсе тухни хӳтӗленекенсен йӗркине яланах пӑсать. Итлесе ларакансем сывлама та чарӑнчӗҫ. Анчах Томӑн сасси илтӗнмерӗ. Ҫынсене вӗсене, пурне те, ҫапӑҫура ҫеҫ пӗлме пулать, Андрей. Пуринчен ытла ҫамрӑксем ашкӑнакан, никама хисеплеми пулса пычӗҫ, фабрика ҫамрӑксене питӗ хӑвӑрт улӑштарать, мужиксемпе танлаштарсан, вӗсем веҫех урӑхла ҫынсем пулса пыраҫҫӗ. «Венеци вилет, Венеци пушанса юлчӗ», теҫҫӗ сире унта пурӑнакансем; анчах, тен, ӑна шӑпах ҫак юлашкинчен килекен илем, ҫеҫкеленнӗ тата чиперленнӗ вӑхӑтра хавхаланнӑ чухне тӗссӗрленнин илемӗ ҫитмест пулӗ. Эс ыйт малтан. Эпӗ ҫавӑнтах нихӑҫан тӗпренсе саланми минераллӑ япаласенчен пулса тӑракан, ӗмӗртенпех ҫакӑнта выртса юлнӑ шӑмӑ юлашкисене пӑхма чупрӑм; типсе кайнӑ йывӑҫ тунисем евӗрлӗ улӑп шӑммисене часах палласа илтӗм. Андрей крыльца патне утса пычӗ, карчӑк ҫине аялтан ҫӳлелле тилмӗрсе пӑхрӗ: — Асанне, хамӑн председатель шалӑвӗнчен-и, е кӗркунне хамӑр пахчаран — пӗтӗмпех тӳлесе тататӑп! Пыл, — терӗ. — Мельбурнран. Ҫавнашкал юратакан ҫынсемшӗн, — юратнӑ япала мӗн чухлӗ ырӑ туйӑм вӑратать, ҫавӑн чухлӗ кӑмӑллӑ; юратакан ҫынна вара ҫав ырӑ туйӑма сиссе тӑни, ҫав ырӑ туйӑмӑн палӑрӑвӗ савӑнтарать. Ҫавӑнпа вӑл, дачнӑй поезд ҫинчен анса, поселокри почтӑна шырама пикенчӗ. Баринов умӗнче пурне те калаҫма юрамасть, унӑн тата Кукушкинӑн — чӗлхисем хӗрарӑмӑн пек. — Ан шарла, эсрел! — шӑлне ҫыртса пӑшӑлтатрӗ Лука. Ҫавсемпе пӗрлех официальнӑй пӗлтерӳ те килсе ҫитрӗ: унта Нагульнова мартӑн 28-мӗшӗнче, вунӑ сехетре ирхине, райком бюровӗпе районти Контроль комиссин пӗрлешӳллӗ ларӑвне пыма хушнӑ. Ун патне кӗҫех почта илсе каяҫҫӗ. — Манӑн атте те, анне те ҫук. — Ну, вӑл хӑрушӑ мар. Эпир каллех пухӑнтӑмӑр. — А пӗтмен сӑмах соnun… унчченхиллех континент тени пулать-и? Кӗмӗл ещӗкре, ухмахла султансен айӗнче, пӗр вилӗ упӑте выртать, ытти чӗрӗ упӑтисем, тути-ҫӑварӗсене тӑсса хунӑ та, хӑйсем ҫине умӗнче те, хыҫӗнче те кулӑшла ҫӑлтӑрсемпе шӑкӑрккасем ҫакса тултарса, ун хыҫӗнчен пыраҫҫӗ… Ӗҫ мӗнле пулнине манӑн тем пекех пӗлес килчӗ. Ирин шляхӗ ҫине кайӑр, — вӑл часах унта пырса тухать. Эпӗ малтан Зинаида ятне калама та хӑяймарӑм, анчах тӳссе тӑраймарӑм, ӑна мухтама пикентӗм. Анчах юрату мана Марья Ивановнӑна ҫӑлма, ӑна хӑтарма хушать. «Тӗншӗн!» терӗҫ вӗсем хыҫҫӑн аяккарахрисем, вара ваттисем те, ҫамрӑккисем те пурте тӗншӗн ӗҫрӗҫ. Яхта ун ҫинелле темӗскер пек вӗҫтерсе пырать. Эх, мӗн каласси ӗнтӗ, пӗтӗмпе илсен, ҫынсем мӗнлерех сахал ӑнланаҫҫӗ! — Вӗсене инҫетрен килсе лектернӗ, Тубянскран мар, Войсковойран та мар, ку тӗп-тӗрӗс! Акӑ вал ҫилленсе, хӗремесленсе пырса кӗчӗ, вара кӗлтуса пӗтерсенех хӑрах аллипе куркасене кофе янӑ май тепринпе ачасене — хӑшӗ алӑ айне лекет, ҫавна — пӳрнескепе пуҫӗсенчен чирте-чирте илчӗ. «Итле, шӑллӑм! — тенӗ ӑна хӑйӗн профессорӗ час-часах, — санӑн талант пур; ӑна ҫухатсан, сана ҫылӑх пулать. Анчах эсӗ чӑтӑмсӑр. Пурте Стефчов енне ҫаврӑнса, тӗлӗнсе пӑхрӗҫ. Унӑн паттӑрлӑхне пӗлес килет-и сирӗн? Ӑна чӑнах та Казондене илсе кайрӗҫ пулсан, унта кайма урӑх ҫул ҫук. Ҫапла вӗсем лапах ҫулталӑк ҫурӑ пурӑннӑ. «Вӑл та ҫурт лартать, — шухӑшларӗ Воропаев, кулса. Ҫыннисем пурте пӗр евӗрлӗ, тӗссӗр. — Шубин хыттӑн каланӑ ҫак сӑмахсем сасартӑк Елена туйӑмне вӑратрӗҫ. Эпӗ ӑна тасатрӑм, ҫу сӗртӗм, — чип-чиперех, пӗр-пӗр тискер кайӑкран е усал ҫынран сыхланма пулать, тесе шухӑшлатӑп. Эпӗ, силленекен челнок ҫинче тӑраканскер, каюта ӑшне чӑн та пӗрре ҫеҫ пӑхса илме пултарнӑ. Чиркӗве кӗмелли чул пусма ҫинче чӑп-чӑмӑркка Гедеон атте ларать, вӑл картишӗнчи кӑрккасене каҫса кайса пӑхса тӑрать, лешсем хӳрисене кӑшӑлласа хӑпартнӑ. — Эппин эсӗ виҫӗмкун каҫхи ҫинчен ман-ха тархасшӑн. Анчах ху каларӑн-ха… Шуранкаскер, чирлӗ те яланах ҫиленчӗк ҫӳрекенскер, куҫ харшисӗр хӗрлӗ куҫлӑскер, пӗчӗк сарӑ сухаллӑскер, вӑл хура туйине ҫӗрелле чышса мана калать: — Санӑн мӗн ӗҫ пур унпала, э? Гобельман пит яка хырнӑ янахне пӳрнисемпе сӑтӑрса, шухӑшлакаласа ларчӗ. — Питех те ҫӑмӑл. Килте, ҫуралнӑ ҫӗршывра, пурнӑҫ питех те аванччӗ, анчах эпӗ унтан тартӑм. — Эпӗ сана Хопровсене Яков Лукич хӑй касса пӑрахнӑ тесе каламарӑм вӗт, ку вӑл хутшӑнмасӑр пулман, тесе каларӑм. Пирӗн пулемётсем ӗнтӗ вӗсене хӑш-пӗр дзотсенчен пеме те тапратрӗҫ. Пӑван ҫамрӑк чухне пит илемлӗ ҫын пулнӑ, ун ҫине кӑшт тӗттӗмрех ҫӗрте пӑхсан, вӑл мӗнле тамӑк витӗр тухнине никам та тавҫӑрса илме пултарайман пулӗччӗ. Нумайӑшӗ ҫав хурлӑхлӑ чыса хӑйсем йышӑнасшӑн пулчӗҫ, анчах вӗсен сӑмахӗсене ытти свидетельсем каланисем сире-сире пӑрахрӗҫ. Ун кӑранташӗ айӗнче тема калама ҫук хӑвӑрт та чӗррӗн аталанса пырать, мӗншӗн тесен материалсем ҫукки ӑна таврари пурнӑҫран илнӗ тӗслӗхсемпе усӑ курма хистет. — Эпӗ ӑна хӑнана ятӑм, — терӗ атте. Сӗтел ҫине хунӑ хӑма татӑкӗ ҫинче Лозневой килте лартса тунӑ типӗ тапак тунисене турать. Кай кунтан! Вӑл ухмаха ернине ӗненместчӗҫ, юри ҫапла тӑвать тетчӗҫ, кашни допросрах хӗнетчӗҫ. Яков Лукич, алӑк янаххи патне пырса тӗршӗннӗскер, лайӑхах паллайман: ют казаксем хушшинче хӑйне аван мар пек, ҫухалса кайнӑ ҫын пек туйса ларать… Магазинсене хупса лартнӑччӗ, урамсем пуш-пушахчӗ. Сергиевскран иртсен эпир пӗр ҫын та тӗл пулмарӑмӑр. Басаврюкӑн пичӗ сасартӑк хӗрсе кайрӗ; куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ: «Аран-аран таврӑнтӑн, яга! — ятлаҫса илчӗ вӑл, шӑл витӗр. — Пурте аван пырать-ха, питех лайӑх, — терӗ пичче. Вӑхӑт часах ҫитет акӑ! — савӑнӑҫлӑн каласа пӗтерчӗ те Половцев, Яков Лукича ыталаса чуп турӗ. — Чӑнах-ши ҫав, леш ухмах Кулине шыва кайнӑранпа ухмаха ернӗ теҫҫӗ, — тесе ыйтрӗ Костя. Тухтӑр хӑй те ҫамрӑк, наукӑна ӗненекен ҫын. Ҫак ҫул хамӑн пуласлӑха мӗнле тӑвас тетӗп, ҫавӑн пек тума пултарнине те туйса илтӗм эпӗ. — Тамаша пуҫланса каять, ӑнлантарчӗ малалла. Тӗрессипе каласан, Уйӑхӑн Хӗвелтен илнӗ ҫутине каялла ӳкерес хӑвачӗ вӑйсӑр, вӑл Хӗвелтен 437 пин хут сахалтарах ҫутатать. Ӑна хул айӗсенчен тытса илчӗҫ, тахӑшӗ шинель хлястикӗнчен туртрӗ. Санин ун ҫине пӑхрӗ те кӑшт ҫеҫ кулса ямарӗ. Кусем пӗр татӑк ҫӑкӑршӑн пурӑнаҫҫӗ, епле те пулин ҫиес тесе, выҫӑскерсем вӗсем кирек мӗнле ӗҫе те каяҫҫӗ. Вӑл ҫав тери ҫиленсе каларӗ ҫав сӑмахсене. Кузьма Ярцев иккӗленмен, разведкӑна тухса кайнӑ Олейник нимӗҫсем патне каҫса каятех, — тенӗ вӑл, анчах Олейник каялла таврӑннине пӗлсен вара, вӑл хӑраса ӳкнӗ, мӗншӗн хӑранине хӑй те пӗлмен. Кукамай, мӗнле каламалла-ха? Театрта пулсан, эпӗ сан хыҫна пырса лараттӑм, турӑҫӑм, мӗнрен уйрӑлса тӑраттӑмччӗ-ши вара эпӗ санран? Пирӗн вӑхӑт этеме хытӑ асӑрхаса пурӑнма хушать, ҫынсем хӑйсен пуҫӗнчен тухакан шухӑшпа пурӑнма тытӑнаҫҫӗ. — Вырӑнтан ан хускал, вырт! — команда пачӗ Мересьев. Чул пек хытса кайнӑ ботинкисемпе кӑптӑртаттарса, озеровецсем хутланса, аллисене вӗре-вӗре, хӑлхисене тыткаласа утаҫҫӗ. Эсӗ ӑҫта служить тӑватӑн? Серьгапа Костя кӑмака ҫумнелле вырнаҫрӗҫ. Часах Бояркин та пырса тӑчӗ. Лось аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытрӗ те ансӑр пӳлӗмре кумать, кумать… — Кашни ухмахла япалашӑн ҫилленме вӑхӑт ҫитмест. Аристотель тӳпене кӗленче пек япала тесе шутланӑ пулсан, Птолемей унпа пачах та килӗшмен. Сасартӑк мана ҫын сассисем илтӗнчӗҫ; эпӗ хӳме урлӑ пӑхрӑм та — хытса тӑтӑм… Эпӗ, ачашшӑн йӑтса, ун пуҫне минтертен уйӑртӑм. Вӑл паттӑр пулнӑ, сахалтарах та, анчах тӳрӗ калаҫать, хӑйӗн ӑшӗнчи е ҫемьери вӑрттӑн шухӑшӗсене никама та пӗлтермест; эрех тутанса та пӑхмасть, темелле: ҫамрӑк казачкӑсем хыҫҫӑн, — вӗсене хӑйсене курмасӑр ытарайманлӑхне пӗлме йывӑр, — вӑл нихҫан та сӗтӗрӗнмен. — Эпӗ ӑна каламастӑп та, хӑш чухне пулкалать-ҫке, хӑвӑрах пӗлетӗр…— терӗ вӑл, чеереххӗн кулкаласа, — ырӑ ҫыннӑн авланмаллах пулать, тата хӑшӗсен амӑшӗсем те хӑйсен хӗрӗсене чармаҫҫӗ… Англи ҫав вӑхӑтра Франци принцӗсене укҫа-тенкӗпе те, хӗҫпӑшалпа та пулӑшса тӑнӑ. Анчах пӗр тӑвансем ӑна пурпӗрех ҫӗнтерчӗҫ, — вӗсем вӗлернӗ упана вӑрмантах, кашкӑрсем валли пӑрахса хӑварса, хулана икӗ ҫура йӑтса таврӑнчӗҫ. Эпир уйласа калаҫнисем итлесе тӑракан ют ҫыншӑн нимӗне пӗлтермен сӑмах купи пек кӑна туйӑнма пултарнӑ, вӗсем ҫав тери уҫӑмсӑрччӗ тата пӗр енлӗччӗ, хамӑр вара вӗсене пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутларӑмӑр. Вӑл ӗҫ Перура пулчӗ. Хам чикнине те эпӗ питӗ лайӑх пӗлсе тӑтӑм. Ҫакна илтсен, салхуллӑ сасӑ васкамасӑр:— Билетсем ыйтаҫҫӗ — циркри пекех! — терӗ. Эпӗ тӗлӗнсе пӑхнине лётчик асӑрхарӗ пулмалла. Вӑл мана хирӗҫ пӑхса, кӑшт чеереххӗн те кӑмӑллӑн кулса ыйтрӗ: — Неушлӗ малтанах асӑрхамарӑр эсир? Унта вут чӗртсе апат пӗҫертӗмӗр. Фома Григорьевич ӗнтӗ куҫлӑхне сӑмси ҫине утлантарса лартма шутланӑччӗ ҫеҫ, анчах ӑна чӗр ҫиппе чӗркесе ӑвӑспа сӗрсе тухманнине аса илчӗ те, кӗнекине мана тыттарчӗ. Унтан анлӑ юханшыв ҫинелле пӑхса канса выртатпӑр; выртсан-выртсан, тӗлӗрсех те каятпӑр. Вӑрансан вара ун-кун пӑхкалатпӑр: мӗскер вӑратрӗ-ши пире? Ларасчӗ ҫыран хӗрринче, старикпе юнашар. Эпӗ сире лайӑх астуса юлнӑччӗ. Ҫакӑн хыҫӑн сехет вуниккӗ ҫурӑ ҫапрӗ, пирӗн директор ҫаплипех хӑйӗн ҫывӑракан пӳлӗмӗнчен тухмарӗ-ха. Эх, турӑҫӑм! «Халех каласа паратӑп» терӗ Янкель: «ҫутӑлас умӗн шӑй-шай пуҫланнине тата козаксем пеме тытӑннине илтсенех эпӗ сӑхмана ярса илтӗм те, ӑна тӑхӑнмасӑрах унта чупса кайрӑм; сӑхмана вара ҫул ҫинче тӑхӑнтӑм; эпӗ шӑй-шай мӗншӗн хускалнине, козаксем мӗншӗн шурӑмпуҫпех пеме пуҫланине часрах пӗлесшӗн пултӑм. Унӑн пӗтӗм костюмӗ, сӑтӑрӑлса пӗтнӗскер пулин те, ҫирӗп пулнӑ, ӑна питӗ килӗшне, вӑл, унӑн хыткан ҫан-ҫурӑмне пытарса, шӑм-шакне сарлакарах кӑтартнӑ, кӗлеткине ҫар ҫыннӑнни пек тунӑ. Хӑйӗн инкекӗсем ҫинчен вӑл пире хӗрсех каласа пама тытӑнчӗ те ӗҫне мансах кайрӗ. Комков, хӑйпе калаҫакан ҫын ытларах та ытларах тарӑхса пынине асӑрхамасӑр, кӗсйинчен хут татӑкӗсене кӑларчӗ. — Эпӗ сире больничнӑй листок ҫырса паратӑп, ҫитес пухура ман ҫинчен тепӗр хут тухса калама ыйтатӑп. — Турт килкартинче кӑмӑлу тӑраниччен, анчах пӳрте ямӑпӑр. Сасартӑк такам хама ятпах хыттӑн чӗннине илтрӗм. Ну, кайӑр, канӑр. Тем курса тӑран тата… Кунта питӗ интереслӗ хаҫат килсе ҫитрӗ… Ихошка кресло ҫинчен шуса анчӗ те кӑштах тайкаланса алӑк патнелле утать. «Маврин ҫине пӑхса киленме каять», — ҫав самантрах тавҫӑрса илчӗ те Яков тусанпа, хӑй тарӑхнипе чыхӑнса кайрӗ. Аверьян умра выртать, эпӗ ун патне ура ярса пусма та пултараймастӑп, урана ҫӗклетӗп те каллех яратӑп, ӳкесрен хӑратӑп. Анчах кӑшт леререхре монастырӗн хулӑм стени йӑтӑнса ларать. Мӗскӗн ватӑ юлташ! Вӑл нимӗнрен те тӗлӗнместчӗ, нимӗне те айӑпласа калаҫмастчӗ, нимӗнрен те хӑрамастчӗ, хамӑр ҫула, тухнӑ кунран пуҫласа ҫак кунччен, эпир ӑна пура ӑшне вырттарас кунчченех нимӗн пирки те ятлаҫмарӗ. Вӑл пур, манран хӑпмасть: — Эсӗ те чиркӗве ҫӳретӗн-и? — Ах турӑҫӑм, ун патне ашшӗ те пынӑччӗ-ха, ватӑ доктор! Унтан тен ӑна шыраса тупиччен урӑх ҫӗре те ҫитесси пулӗ. Пуп майрийӗ ку сӑмахсене хирӗҫ темӗн каларӗ, анчах Владимир ӑна илтеймерӗ. Кунта эпӗ хам ҫырма пуҫланӑ ҫӗнӗ кӗнекем валли ҫав тери интереслӗ те кирлӗ материалсем тупрӑм. Биллиардла вылямалли пӳлӗме кӗрсессӗн, пӗр 35 ҫулсене пуснӑ, хура вӑрӑм уссилӗ, халат тӑхӑннӑ ҫӳллӗ барина курах кайрӑм. — Апла пулсан, сирӗн манпала нимӗн ҫинчен те калаҫмалли ҫук? — ҫӗнӗрен ыйтнӑ Тарас. Вӑл вӑхӑтра Петербургри паллӑ ҫынсем хушшинче халӗ те манман хӗрарӑм, Р. княгиня, сайра-хутра курӑнкаланӑ. — Мистер Пойндекстер-и, сэр? Вӑл бушпирт ҫине хӑпарчӗ, бом-утлегарь патнех тапӑҫланса ҫитрӗ, инҫетре темскере курасшӑн тӑрмашнӑ пек туйӑнчӗ. — Пӑлхав ялавӗ хӑҫан ҫӗкленессе пӗлместпӗр-ха эпир. Ун пек савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ тӗп пултӑрах вӑл! Мӗн тумаллине йӑлтах шутласа ҫитернӗ. Вара чӑнах та, 1840 ҫулхи январӗн 29-мӗшӗнче, Ика-на-Маорин ҫурҫӗр пайӗнчи утравсен бухтине «Герольд» корвет ҫитнӗ. Анчах эсир таврӑннӑ тӗле эпӗ сывлӑхлӑ та тӗрӗс-тӗкел пулас пирки иккӗленме манӑн нимӗнле сӑлтав та ҫук. Чӳрече патнерехри стена ҫумӗнче тӑвӑр, лутра, пӗкӗ пек, йӑлт авӑнса ӳкнӗ, питӗ имшеркке кравать ларать, калӑн, ун тимӗрӗсем ҫинче пурӗ те пӗртен-пӗр кӗрен пике утиял ҫех выртать; тепӗр стена ҫумӗнче — сӑрламан ахаль сӗтел те кӗрӗс-мерӗсле ик тӑваткал пукан. 1697 ҫулта Голландирен тухнӑ Инди компанийӗн аллинче тӑракан виҫӗ судно архипелагӑн ҫыранӗсем патне килсе ларнӑ. Ҫулӗ халиччен ҫӳренӗскер пулнӑ, каяссине те ҫирӗм минут ҫеҫ каймалла пулнӑ. Кашни арӑмне каҫхине пӗрер юмах калаттарнӑ, ҫапла пин те пӗр юмаха ҫитсен, вӑл вӗсене пӗр кӗнекене пухнӑ, ӑна «Хаяр суд кӗнеки» тесе ят панӑ вара — питӗ тивӗҫлӗ ят! Вӗсене чӗркенӗ хут татӑкӗ ҫинче темиҫе сӑмах курӑннӑ. Асту, ҫакланать, тӑванӑм. Мадам та Жоржьен-и? Хӑвӑрах пӗлетӗр эсир… Купца тем каласшӑнччӗ, анчах майра ӑна пӳлсе хучӗ. Мӗнле ҫывӑртӑр? — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Тепӗр хутӗнче икӗ енчен те пӗр вӑхӑтрах персе янӑ, анчах перессине чухлакаласа ҫеҫ пенӗ — тӗтӗм кансӗрленӗ. Мужике ҫакна ӗнентерсе ҫитермелле: эсӗ, тӑванӑм, хӑвна ху начар ҫынах мар пулин те, япӑх пурӑнатӑн, пурӑнӑҫра ҫӑмӑлтарах, лайӑхрах пултӑр тесе ним тума та пӗлместӗн. — Аван-и, йӗкӗтсем! — терӗ вӑл каярахран, сассине хӑпартса. — Виҫҫӗр пӑт тырӑ парнелерӗм… Вудли Пойндекстер ӑна ӑнсӑртран Луизианӑри плантацисене киле киле кайнӑ чухне ҫеҫ куркаланӑ. Ирхи ҫутӑ ӑна алӑк витӗр пырса пӑхсан, вӑл вӑранса кайнӑ, ҫав ҫутӑпа пӗрле алӑк урати ҫинче хӑна та курӑнса кайнӑ. Пачах та урӑхла, ун ҫинчен тӗрӗссине каласа памаллах. — Епле-ха хӑвӑр патӑрта пурӑнакан ҫынна палламастӑн? — терӗ Белецкий, Марьянка еннелле ҫаврӑнса. Вӗсем хушшинче малта — ҫӳлӗ те йывӑртарах кӗлеткеллӗ Озеров капитан, яланхи пекех, вӑл утма та, ӗҫлеме те, ҫапӑҫма та ҫӑмӑл тумтир — шупкарах симӗс тӗслӗ салтак ватникӗ тӑхӑнса янӑ. Плантаторӑн ҫемйи те столовӑя пуҫтарӑннӑ, ӗнтӗ сӗтел хушшине ларма та хатӗр пулнӑ, анчах пурте пуҫтарӑнса ҫитейменни — ҫемйере пӗр ҫынӗ пулманни чарнӑ: Генри пулман. Кулак майлӑ. Ҫапла-и? — Урӑхла каласан, вӗсем эсир тӑракан организаци членӗсемех-и? Адмирал Катя килни ҫинчен асне илсен тин уйрӑлтӑмӑр эпир… Полицейски килчӗ те пӑхса тӑркаларӗ, на чай пачӗ те, тухса карӗ; унтан каллех килчӗ, унпа пӗрле ломовой пырса кӗчӗ; вӗсем иккӗш кухаркӑна урисенчен, пуҫӗнчен тытрӗҫ те, урамалла ҫӗклесе тухса карӗҫ. Эпӗ ӑна шанмастӑп. Ӑҫта курнӑ ун пек тунине? Хайхи инвалидпа Палашка ҫиме лартма апат хатӗрлерӗҫ. Ирхи апат нумая тӑсӑлчӗ. Пӗрремӗш бутылка хыҫҫӑн тепри тухрӗ, виҫҫӗмӗшӗ, тӑваттӑмӗшӗ те… Ҫав кӑвакал ҫинчен вара виҫӗ урокра та каласа паратчӗҫ: географипе те, ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чухне те, вырӑсла вӗреннӗ чухне те. Урса кайнӑ тӗрексем ҫак ниҫтан кӗме ҫук крепоҫ вырӑнне пулнӑ ишӗк арман патнелле ыткӑнчӗҫ. Ним тума пӗлмен енне, Лозневой каллех пуҫне сулса илчӗ. Анчах та, пӑлханнипе ӗшенсе ҫитнӗскер, Наталья выртнӑ-выртманах, салтӑнмасӑрах ҫывӑрса кайрӗ, Петр чӳречене уҫса сада пӑхса ҫаврӑнчӗ, анчах халӗ унта никам та ҫук, — тул ҫутӑлас умӗн ҫил кӑна уҫҫӑн сывлать, тутлӑ шӑршӑ кӗрекен тӗттӗмлӗхре йывӑҫсем пӑшӑлтатса лараҫҫӗ. Бандӑра мӗн пурӗ те ик-виҫҫӗр пуҫкасакан кӑна, анчах вӗсене ниепле те тытма май килмест. — Кил-ха кунта! — кӑшкӑрчӗ Кузьмичов кӗтӳҫе. «Санта Мария», «Нинье» тата «Пинте» ятлӑ каравеллӑсем ҫинче пурӗ тӑхӑрвунӑ ҫын пулнӑ. Вельбот тапранса кайрӗ, тӑватӑ кӗсмен пӗр харӑссӑн вӑйлӑн авӑсни ӑна «Пилигрим» ҫумӗнчен хӑвӑрт аяккалла илсе кайрӗ. Вӑл чӳречисене карнӑ, лампа ҫутман; кӑвайт ҫути, чӳрече каррисем витӗр йӑвашшӑн кӗрсе, сӗтел ҫинче, стена ҫинче чӗтресе тӑнӑ, е пӗрре — ҫап-ҫутӑ ҫуталнӑ, е тепре — йӑвашланнӑ. Лукашка буркине ҫӳлерех ҫӗклерӗ те, пӗрре сулахая хӑмӑшсен хӳми ҫине, тепре юнашарах ҫыран айӗнче кӗрлекен Терек ҫине хӑвӑрттӑн пӑхкаласа, пӗчченех каялла ҫыран хӗррипе кайрӗ. Эсир хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр… эпӗ пӗлместӗп, ырӑ государь… Граната ҫыххине ярса илчӗ те пуҫне кӑларса пӑхрӗ. — Николай Антоныч, — кӑмӑллӑн каларӗ Кораблев, — эпӗ Григорьева яма та юрать пулӗ тесе шутлатап. Ҫакӑн чухне ӗнтӗ Ливингстонран нумай вӑхӑт хушши нимле хыпар та килменнипе Европӑра ӑна вилнӗ тесе шутлама пуҫланӑ, вӑл хӑй те кам та пулин пулӑшасса шанма пӑрахнӑ. — Мӗн кирлӗ сана? — Сӳпӗлтетет вӑл шуйттан! — ҫиленсе каларӗ Лукашка, — ун пек хӗр мар. Турӑ ҫырлахтӑр, турӑ ҫырлахтӑр! Пӗри — куҫ умӗнче, вӑл пурне те курӑнать, ку — суйи; теприне пытарса хунӑ — вӑл вара чӑн-чӑнни. Халӗ вӑл ҫак вӗҫсӗр-хӗрсӗр тинӗсре пӗчӗк пӑнчӑ пек кӑна курӑнать. — Мӗнле калаҫса татӑлӑпӑр-ха, Гаврила Антоныч? — Мӗн ара? — тенӗ вӑл. Кирлӗччӗ вӑл мана! Анне — хӑйӗн учителӗн, Фильдӑн иккӗмӗш концертне рояльпе калать. — Фома! Петька ним хускалмасӑр итлесе ларчӗ. Вӗсенче илемлӗх, хӑватлӑх, ҫавӑрӑнӑҫуллӑх палӑрса тӑнӑ. Ӑҫта вӗсем? Хыттӑн шӑхӑрса, чӗвӗлтетсе, кӑраклатса, вӑрманта пур енчен те вӗҫен кайӑксем ҫӗкленчӗҫ. Упӑшки, ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, кӑмӑлсӑрланчӗ: — Парне пама пулчӗ пулсан, епле аван ан пултӑр-ха. Джимӑн табак тата маис пуҫӗнчен тунӑ чӗлӗмсем нумайччӗ, ҫавӑнпа эпир вӑхӑта питӗ аван ирттертӗмӗр, шӑтӑк витӗр тухса ҫывӑрма кайрӑмӑр, алӑсем кӑна йӑлт шӑйӑрӑлса пӗтнӗччӗ. Эсӗ хӑвна ҫеҫ ӗненетӗн пулмалла, итту вырсарникун ҫеҫ пулӗ-ха, ытти кунсенче эсӗ хӑв туслӑ пуласси ҫинчен пӗлтерекенсем пирки темле ухмахла асӑрхануллӑ пулма тӑрӑшатӑн… Айӑпланаканӑн сӑмахӗ Айӑпланакан ҫын малалла тухать, хуралӗсем ун хыҫҫӑн икӗ утӑмра пыраҫҫӗ. Ҫук, капла юрамасть. Калама та ҫук! — Женя, ан макӑр! — яланхи пекех, хӑвӑрт та шӑл витӗр каларӗ Нюрка. Юлашкинчен, вӑл хӑйне тумтир тӑхӑнтарма ыйтрӗ, унтан эпир трамвайпа больницӑна кайрӑмӑр. Анчах ача макӑрман; вӑл ҫав самантрах тӑрса ларнӑ, пӗчӗк питне пӗркелентерсе илнӗ те вӑл ыраттарнӑ вырӑнне нумайччен аллисемпе сӑтӑрнӑ; унтан ури ҫине тӑнӑ та амӑшӗ патне пынӑ. Пурте вӑркӑнӑр шуйттан патне! Нанду филейӗ, броненосецӑн ӑшаланӑ какайӗ пекех, ытарма ҫук тутлӑ. Трап тӑрӑх чупакан ура сасси илтӗнсен, эпӗ карап ҫинчи ӳсӗрсем ҫапӑҫма чарӑнни ҫинчен пӗлтӗм. Майӗпен, анчах ҫине тӑрса, эпӗ тӑват уран малалла шурӑм. Юлашкинчен, пуҫа ҫӗклесе йывӑҫсем хушшинчи уҫӑ вырӑна пӑхрӑм та, шурлӑх ҫывӑхӗнчи ешӗл симӗс уҫланкӑра, йывӑҫсен айӗнче, Джон Сильвера тата пӗр моряка куртӑм. Вӗсем хире-хирӗҫ тарса калаҫаҫҫӗ. Халӗ унта бронепоезд тата икӗ эскадрон кавалери тӑрать. Ҫӳлте, чугун ҫулсем иртекен тӗлте, стрелкӑсемпе семафорсен тӗрлӗ тӗслӗ ҫуттисем ялтӑртатаҫҫӗ, депо умне, йывӑррӑн сывласа, «маневрик» канма пырать. Анчах та йӗркене пӗлес пулать. — Мӗнле йӗркене, Иван Павлыч? — Ҫапла… Ҫемӗ май мӗнешкел килӗшӳллӗ хумханаҫҫӗ ун пуҫӗ ҫинче сарӑ кӑтра ҫӳҫен пайӑркисем тата хӑйӗн пӗчӗкҫеҫҫӗ урисемпе мӗн тери айванла тӑвать вӑл «jeté-assemblé» ҫаврӑма! Калатӑп вӗт-ха: шӳт тӑвас, терӗм эпӗ. Ҫапла шухӑшласах Санин шлепкине тӑхӑнчӗ те урама тухрӗ; пӗр кӗтесрен, тепринчен пӑрӑнса иртрӗ — вара, кӗтмен телейне пула, хӑй умӗнче Эмиле курах кайрӗ. Ҫӗр ҫинче Хӗвел ҫутипе ҫуталакан сывлӑш пайӗ вӑйсӑр ҫӑлтӑрсене карса илет, ҫавӑнпа эпир вӗсене кӑнтӑрла кураймастпӑр. Ҫырантан ҫӗр мильӑра Америка мар, Африка! Вӗсем тӑнӑ вырӑнта, ҫӗр айӗнче, арчасемпе хурансенче тӳпемиех червонецсемпе хаклӑ йышши чулсем йӑтӑнса выртаҫҫӗ. Вӑл кӑн-кӑвак сухалне ывӑҫласа тытрӗ те йӑл кулчӗ: — Мӗнле ырӑ кунта, сулхӑнра. Ҫулран ҫулах вӑл ачасем ҫуратнӑ, ҫав кӑкӑр ӗмекенскерсене ирӗлсе кайнӑ кивпиттисемпе те кивелсе ҫитнӗ кӗрӗк татӑкӗпе пиелесе усранӑ. Дик Сэнд пӗр вӑхӑт карап пуҫӗнче ҫыраналла тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Унтан пӗр сӑмах чӗнмесӗр карап хӳрине таврӑнчӗ те штурвала тытрӗ. — Сирӗн, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ Паганеле майор, — отрядпа пӗрле арьергардра юлмалла. Акмалӑх тытса усрас тесеттӗмччӗ, анчах вӑрлӑхран ытлашшине тырӑ хатӗрленӗ валли парса ятӑм та, хам валли ним ҫимелли те юлмарӗ. Пуҫӗнче ҫав вӑхӑтра пачах та кирлӗ мар ҫӗртен: «Упаленме ҫурални — вӗҫме пултараймасть», тенӗ сӑмах ҫаврӑнса тӑчӗ. Оленин ватӑ сунарҫӑран пӗрмаях кая юлса пычӗ, вара Ерошка мучи, унран пӗр ҫирӗм утӑм малта пыраканскер, ӑна пуҫ сӗлтсе, аллине сулласа илчӗ те пӗшкӗнчӗ. Салтакӗсем окопсем патнелле чупрӗҫ. — Кӑвакарчӑн! — тӗртсе илчӗ Нюрка, асламӑшӗнчен аяккарах пӑрӑнса. — Эсӗ Мускав ҫине кайма шутлатӑн-и вара? Вӑл, хут татӑкне вуласа, алӑк ҫӑрине тыткаласа пӑхрӗ те, кулкаласа илсе, калинкке патнелле утрӗ. Шалта ларакан Фигура ҫав вӑхӑтра, тимӗр алӑка чышкисемпе, ура кӗлисемпе шанлаттарма тытӑнчӗ. Арина Власьевна алӑк ҫумӗнчи лутра скамье ҫинче ларать, сайра-хутра кӑна турра кӗлтума туха-туха каять… — Поезд пынӑ ҫӗртех кӑларса ывӑтнӑ. Эй, Ванька, ҫитӗ сана кушакпа выляма. Ой, ой, ҫынсем калаҫҫӗ, мистер Генри ӗнтӗ вилнӗ, теҫҫӗ. — Ҫапла… тен, ҫырӑп, — терӗ амӑшӗ. Сана парнелетӗп эпӗ ӑна, ман савниҫӗм, мӗншӗн тесен эс парӑм-тӳлевсӗр. Пин те тӑхӑрҫӗр вунсаккӑрмӗш ҫулхи ҫуркунне виҫӗ тус, Серёжка Брузжак патӗнче «утмӑл улттӑлла» картла вылянӑ хыҫҫӑн, килӗсене таврӑнаҫҫӗ. Ҫула май вӗсем Корчагинсен садне пӑрӑнса кӗчӗҫ те курӑк ҫине чӑсӑла-чӑсӑла выртрӗҫ. Чухлакан кашни Кавказ ҫыннишӗнех вӑл ҫапах та салтак салтаках пулнӑ. — …Халӑх хушшине-и? — Вилӗ ҫын пулӗ вӑл, ахалӗн эпир шавланине илтнӗ пулӗччӗ. Варьӑпа медсестра Лена унӑн упанни пек вӑйлӑ ытамӗнчен ҫурри кӑна чӗрӗ ҫынна туртса илме тӑрӑшрӗҫ. Эпӗ карапсем тавра утса ҫаврӑнтӑм та хамӑн хуҫмалла ҫӗҫӗпе якӑрсен каначӗсене каса-каса татрӑм; ҫавӑн чухне ман аллӑмсемпе пите икҫӗр ухӑ йӗппи таран тӑрӑнса ларчӗ. Эпӗ ҫеклӗсенчен кӑкарнӑ вӗренсене каллех ярса тытрӑм та тӑшманӑн пилӗкҫӗр чи пысӑк карапне хам хыҫҫӑн ҫӑмӑллӑнах туртса кайрӑм. — Ҫапла, Болла «Ҫамрӑк Итали» членӗ пулнӑ, ӑна ытти телейсӗр ҫамрӑксемпе вӑтӑр виҫҫӗмӗш ҫулта арестлерӗҫ, ҫав инкеке астӑватӑр-и эсир? — Мужиксем ҫине ҫилленетӗр-и? — ыйхӑланӑ сасӑпа ыйтрӗ Ромаҫ. Мӗншӗн-ха сана уйрӑм ҫын интереслентермест? Анчах аслӑ Артамонова Коптевра темле еретикла, пурнӑҫа аркатакан япала пур пек туйӑннӑ. Гаврила кӑштах ҫаврӑнкаларӗ, ӗнеркелерӗ те ҫывӑрса кайрӗ. Пит хӑрушӑ, вилмелли кӗрешӳ пуҫланса кайрӗ. Ҫемйине яла хӑварма тӳр килнӗшӗн те хытӑ куляннӑ: ийе чӑмланипе асапланакан ватӑ хунямӑшӗ вилес пек выртнӑ, ҫавӑнпа та арӑмӗн унӑн юлашки кунсенчи пурнӑҫне ҫӑмӑллатмалла пулнӑ. Ун умӗнче Ясек мар, ватӑ ашшӗ ларать-мӗн, «Дунаец» та мар, Нью-Йорк порчӗ, верфь, вӑрман, мачтӑсемпе трубасем-мӗн. Темле пӑрахутсем океана тухса каяҫҫӗ те вӗсем ҫинчен юрлани илтӗнет. Мӗнле шутлатӑр, Артур, ун пек ӗҫсем валли сирӗн ҫуртӑр шанчӑклӑрах мар-ши? Ку калаҫӑва эпӗ ахальтен пуҫламан, эпӗ паянах сан кукаму патне каясшӑн та ӑна эсӗ ман арӑм пуласси ҫинчен каласшӑн. — Ну, ҫитӗ, Хмелько, мӗн кирлине ту! Ун ҫиллес сасси салтак ҫӗнтернине пӗлтерчӗ пуль, терӗмӗр… Вӑрман енчен сивӗ ҫил вӗрнӗ. Ҫав автомат пулӑшнипех вӑл Ҫӗр ҫинчен вӗҫсе кайнӑ, ҫул ҫинче хӑйӗн хӑвӑртлӑхне ӳстерсе пынӑ. Ҫӗр ҫинче вырнаҫтарнӑ кабинӑран капитан приказ панипе унӑн хӑвӑртлӑхӗ кайран ерипен пӗчӗкленсе пынӑ… Кашни вӗҫсе тухмассерен рейдере тупма ӗмӗтленеттӗмӗр, ман шутпа ӑна ҫапах та тата хӗвелтухӑҫнерех шырамалла пекчӗ, вара тинӗс ҫийӗн ҫӳре-ҫӳре ӑшша пиҫеттӗмӗр те бензин пӗтсе килеспе килелле кайма вӑхӑт мар-и, тесе ыйтатчӗ манран штурман. Хохол пуҫне ывӑтса илчӗ, хӗлӗх пек карӑнса тӑчӗ те, амӑшӗ ҫине пӑхса:— Эпӗ куртӑм… Тӳпе йӗри-тавра тӗтӗм мӑкӑрланнӑн туйӑнать. — Ав унта, ҫӳлти урамра параҫҫӗ. Сӑмах майӗн каласан, тесе ҫырнӑ вӑл, сайра хутра, уйӑхра пӗрререн ытла мар пулакан канмалли кунсенче эпӗ санӑн аннӳ патӗнче пулатӑп, карчӑкӑн сывлӑхӗ-кӑмӑлӗ мухтамаллах мар, мӗншӗн тесен пиччӳсенчен нимӗнле самах-хыпар та ҫук, аннӳн пурнӑҫӗ йывӑртарах, юлашки вӑхӑтра хытах чирлеме пуҫларӗ. Гленарван ялтах сиксе тӑчӗ. Ҫавнашкал вӑхӑтсенче вӑл хӑйпе хӑй калаҫать, иртнӗ куншӑн отчет тӑвать. — Ну, хаклӑ Аксель, — терӗ вӑл, — сана паян ӗнерхинчен аванрах туйӑнать пек пулмалла, канса лӑплантӑн пулӗ, — тет. Хутора событисем кисрентерсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Капланнӑ шыв хӑй ҫулӗ ҫинчен пурне те тасатса малалла ыткӑнать. Патриотла юхӑмра вӗсем, чӑн та, кӑштах кӑна курӑнкалаҫҫӗ-ха, анчах тинех чӑрмантарми пулчӗҫ ӗнтӗ вӗсем, сутакансен ҫулӗпе утми пулчӗҫ. Ӑна вӗлерме тапӑннӑ иккен. Вара юрланӑ майлӑ калать: — Ой, каять-ҫке ҫуллахи хӗвелТӗттӗм ҫӗре, инҫе вӑрман хыҫнелле! Мӗншӗн? Каторга сана! Ҫунара вӑл кирек хӑҫан та виҫ-тӑват кунлӑха тухса кайнӑ, хӑш чухне тата ют тӳремлӗхсенче вӑл эрнипе те ҫухалса пурӑннӑ. Киш пӗрмаях пӗччен ҫӳренӗ. Разметнов, кулкаласа, кукӑртса тытнӑ пӳрнипе сӗтеле шак! шаккаса кӑтартрӗ, унтан Макар ҫамкине шаклаттарчӗ те, ӗнентерсе ҫапла каларӗ: — Сасси пӗр пекех янӑрать ҫав! Парӑнтарнисене вӗсем ҫапла калаҫҫӗ: «Пирӗнпе пӗрле Су Хутам Лу кӑтартнӑ Хӗвел ҫӗр-шывне ҫул тытатӑр». Йытӑ вӗрни хальхинче хытӑрах та, ҫывӑхрах та илтӗнсе кайрӗ, ҫил вӗрнӗ чухнехи пек вӗтлӗх шӑпӑлтатма тытӑнчӗ, ҫавӑнтан икӗ йытӑ сиксе тухрӗ, иккӗшӗ те сӑмсисене чикнӗ. Куҫне шӑлкаласа илсе, пуҫне кӑларса пӑхмасӑрах, вӑл сарӑрах тӗслӗ шӗвек тултарнӑ бутылка ярса тытрӗ. — Вӑл вӗт Татаринов капитан экопедицийӗн историне ҫырать. Куратӑп, Макар йӗнер илчӗ, хӑла ӑйӑра йӗнерлерӗ, витерен илсе тухрӗ, хай вара пӗрре те чӗнмест. — Эсӗ пӗлетӗн пулӗ: тӗттӗм каҫра та кашӑк ҫӑвара тупать. Вайкатсен хаяр ҫыннисене Вильям Томпсон хӑй ертсе пынӑ, вӗсем мӗнпур ҫарсене хӑват парса тӑнӑ. Озеров йӑл кулса илчӗ. Анчах Лена Воропаевран ҫак сӑмахсене мар кӗтнӗччӗ. Ку «У—2» самолётӑн «Ушка» моторӗ кӗрленине Алексей часах ӑнланчӗ, мотор сасси пӗр ҫывхарса вӑйланать, тепре вӑйсӑрланать, ҫапах та аяккалла каймасть. Ан тив кайса ҫывӑртӑр. Чӑн та, халӗ ана ҫинче сухаланӑ, сарлака йӑран евӗрскерсем, кактус тӗмӗсен тӳрӗ речӗсем уҫӑмлӑн курӑнаҫҫӗ. Хула ҫийӗн сив чирӗн курӑни-курӑнми пӗлӗчӗ йӑтӑнса шӑвать. Коимбра-Алвишӑн юратнӑ, шанчӑклӑ ҫынни, тӑнӑҫлӑ ялсем ҫине тапӑннӑ чухне ертсе пыракан ҫын, чура сутуҫине пулӑшса тӑракан хурахсен ушкӑнӗн пуҫлӑхӗ. — Сирӗн туслӑхӑрсӑр мана начар пулнӑ пулӗччӗ. Унсӑр пуҫне, шухӑша яланах ним пытармасӑр калассине ытла та пысӑка хурса, чикӗрен тухсах каяттӑм, ҫакна пула эпӗ тӳлек те ҫынна шанакан Любочкӑна хӑйӗн шухӑшӗсене пытарса пурӑнать тата курнӑҫланма юратать тесе айӑплаттӑмччӗ, Любочкӑна хӑйне вара мӗнпур шухӑшӗсемпе туртӑмӗсене турта-турта кӑларса тишкересси пачах кирлӗ пулман. — Ҫук… — тенӗ Фома. Номер айне шур тӑмпа шултра саспаллисемпе ҫырса хунӑ:«Кунта Левенсон мар, Павлов пурӑнать», тенӗ. — Какай кӳпсе тултарнӑччӗ пулӗ-ха? — Какай ҫав… — Ай-яй-яй! — Начар, савнӑ чунӑм, — терӗ ӑна хирӗҫ Гленарван. — Эсӗ ман пирки ӑнлантарса пар, атте кирлӗ мар кунта. Пӑх-ха, мӗнешкел вӗҫкӗн вӑл! — хушса хучӗ вӑл хулленрех, анчах эпӗ тенкел хыҫӗнчен тухнӑ чух унӑн сӑмахӗсене пурпӗрех илтрӗм. Эпӗ каллех унпа юнашар ларатӑп. — Тен, ҫак икӗ саспаллин пӗлтерӗшӗ те пур пуль, вӗсем пӗр хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗн шӑпине пӗлме пулӑшӗҫ. Халь ӗнтӗ вӑл пӗлӗ мӗнтен хӑрамаллине… — Судно ҫинчен, ман патӑмра, пӑхса тӑма юратакансем пулнине чӑтаймастӑп эпӗ! — терӗ вӑл. — Кунта эсир пире нимӗнле пулӑшу та пама пултараймастӑр. Атя, коммунистсене халех пухар. Дик тепӗр хут ыйтрӗ. Чура сутуҫи хирӗҫ чӗнме шутламаннине кура, вӑл Коимбрӑран ыйтрӗ. Ҫав ҫын ман пата ҫитрӗ те: ырӑ ҫыннӑм, тет, эс мана калаймӑн-ши, Марко Иванов ӑҫтарах пурӑнать, тет, эп ӑна курасшӑнччӗ, тет, ку таврара эпӗ ҫӗнӗ ҫын, нихҫан та пулса курман, тет… Саша пакшаран та хӑвӑртрах ун ҫине сиксе ӳкрӗ, ӑна якӗ аллипе ҫӑтӑрласа тытрӗ. — Истори, истори, унтан кӗл кӑна юлнӑ халӗ, — тет вӑл унӑн йӑхӗнчи пуҫ пулма юратакан ҫынсем темиҫе ӗмӗрсем хушшинче илнӗ орденсен витринисем умӗнче чарӑнса тӑмасӑр. Ирхине замок стенисем ҫывӑхӗнчи вӑрман уҫланкинче парад турӗҫ. Инҫетри хура вӑрман кӑтрашки хыҫӗнче ӗнтӗ шупкарах хӗрлӗ пӗлӗт тӗксӗмленсе пырать. Ҫӗршывӗ те… Эсӗ ун пирки ҫырнӑ хут пит те лайӑх пулчӗ, тата вӑхӑтра ӗлкӗрчӗ. Проксима патне ҫитме те 260 пин астрономи единици кирлӗ, анчах унтан пиншер, миллионшар хут инҫетре тӑракан ҫӑлтӑрсем те пур-ҫке. Вӗсем Рыбин тавра хура кӑпӑк пек вӗресе тӑчӗҫ, вӑл хӑй, вӗсем хушшинче вӑрманти часовня пек, аллисене пуҫӗнчен ҫӳле ҫӗклесе, юнаса, халӑх ҫинелле кӑшкӑрчӗ: — Тавтапуҫ, ырӑ ҫынсем, тавтапуҫ! Ҫапла мӗн, вӑл моряксене канат ҫинче мӗнле карӑнтарни ҫинчен калари-ха? Килӗшӗр ӗнтӗ ҫакӑнпа, ун пек тума пачах хушмаҫҫӗ вӗт!» Майор нихҫан та эгоист пулман, ҫавӑнпа та вӑл, кун пек сайра пулакан япалана ученый курса хавхалантӑр тесе, Паганеле кайса чӗнме тӑчӗ, анчах труках чавса лартнӑ евӗр чарӑнчӗ. — Пыр та кӑмӑлне туп унӑнне, мӗн кирлине вӑл хӑй те пӗлмест… ылханлӑ пурнӑҫ, катӑрка! Эпӗ, нимӗн ӑнланса илеймесӗр, ун хыҫӗнчен утрӑм. Акӑ ӗнтӗ унӑн ывӑлӗ, Серёжа, ҫапӑҫӑва хутшӑнса кайрӗ. Гапка ун патӗнче пӑлтӑрпа нӳхреп уҫҫисене тытса усрать; анчах Иван Иванович хӑй ҫывӑракан пӳлӗмри пысӑк арчи уҫҫине тата варринчи пӑлтӑр уҫҫине хӑйӗнчех тытать, унта вӑл никама кӗртме те юратмасть. Калаҫмалли пур. Ҫакна каласан, Иван Иванович пуҫ тайрӗ те ларчӗ. Хӗрарӑм тарҫи ку тӗлӗшпе урӑхларах шухӑшланӑ — ку вӑл вӗсен иккӗшӗн хушшинче пулнӑ калаҫуран та палӑрнӑ. Эсир ун чухне хамӑр йӑха тӑшмансенчен сыхлассине Хура Урасем шансах тараҫҫӗ. Тӑшмансем пире пур енчен те хупӑрлаҫҫӗ, пирӗн кайӑксемшӗн хапсӑнаҫҫӗ, пирӗн лаша кӗтӗвӗсене хӑваласа каяҫҫӗ. Эсир хӑвӑр ҫывӑртӑр-и тата, Иван Иванович?» Пӗр сӑмахпа каласан, матросӑн патаксӑр нуль пулса тухать. Мӗнле ӑнланмастӑр-ха эсир? — Кунта типӗнмелли вырӑн мар. Хамӑрах илетпӗр! — Хӑвӑрах эппин?.. Авӑ епле?! Унтан лампине сӳнтерчӗ, выртрӗ те вара, ҫурма ыйӑх тӗлӗшпе, уҫҫӑнах тепӗр хут пӑшӑлтатса: «Пурне те… пӗр ҫын юлмиччен касса вакламалла!» — тесе йӑнӑшса ячӗ. Нимӗҫ йывӑррӑн ахӑлтатса кулма пуҫларӗ. — Мӗнле тасалӑр? — Офицерсем тупӑнаҫҫӗ. Шӑпах раштав умӗн вӗсене ман какай пӗҫерсе памалла-и! Рабочисем те чӑкӑртӑшрах хаяртарах, ытларах чахоткӑллӑ пулса пыраҫҫӗ, хӗрарӑмсем ытларах кӑшкӑракан пулаҫҫӗ. Мана хама та вӑл кашни каҫах тӗлленет. Инҫетре, ҫӳллӗ ҫуртсем тӗлӗнчи хушӑра, «Катюшӑсен» пайӑркисем, сӗвек, ҫемҫе, куҫа курӑнми пӗкӗ пек, питӗ пысӑк хӑвӑртлӑхпа ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Ӑна ҫемьесӗр тӑратса хӑварнӑ, вара Тӑван ҫӗршывӗ унӑн ҫемйи вырӑнӗнче пулса юлнӑ. — Мӗн тума авланаҫҫӗ пуль ҫавсем? — терӗ Татьяна. Хӑй вӑл сӑмавар евӗрлӗ, — ҫавӑн пекех ҫаврака, лутра, хулӑн мӑйлӑ та кӗске алӑллӑ. Ҫывӑрма пӗр турокӑн йӑлтӑрти «Ылдыз» текен хитре ятлӑ таса мар кофейнӑйӗнче чарӑнчӗҫ. — Мӗнле калас сире? Мӗскер юрласси ҫинчен шавлӑ тавлашу тухса кайнӑ. Ӑсатса ятӑмӑр. Мӗн пулмалли пулатех. — Мана кичем те пулса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ… тӗрмерен сиксе тухрӑм — анчах мӗн тума? — Ку кӑна мар-ха, — чарӑнмарӗ Джек. Анютӑпа ҫырусем ҫӳретесси мӗн тери вӑйлӑланнӑ, унӑн университетри ӗҫӗсене мӗн тери ытларах пӗлсе пынӑ, хӑйӗн пиҫсе кайнипе нӗрсӗрленсе кайнӑ сӑнӗ ҫине те вӑл ҫав тери пӑшӑрханса пӑхнӑ. — Юрӗ. — Паллах! — терӗ Николай. Турӑ, каҫарах эс Стойко пиччене. Хӑйӗн экипажӗн ураписем тавра маттурӑн шӑхӑркаласа утса ҫӳрекен Ситников, Аркадийӗн ку сӑмахӗсене илтсен, ҫӑварне карсах пӑрахрӗ. Февралӗн 23-мӗшӗнче ирхине ҫил лӑпланнӑ пек пулчӗ, анчах Дик Сэнд ҫанталӑк лайӑхланасса ӗненмерӗ. Амӑшӗ картишӗнче самовар лартса аппаланать. Ывӑлне курсан, васкаса ыйтрӗ: — Ну мӗнле? — Пурте юрать, пурте! — Чей пар, ҫӑрарах пӗҫер! — терӗ вӑл тарҫӑна. Ҫӗрлехи ҫапӑҫу Голубӑн полкӗнчи ҫынсене ҫилентернӗ, пуринчен ытла Голубӑн конвой сотнинчи салтаксем кӳреннӗ, мӗншӗн тесен кунта вилнисем ытларах пулнӑ. Ҫав ҫиленӗве епле те пулин сӳнтерсе, полкӑн хаваслӑхне ҫӗклентерсе яма Паляныця Голуба погром пуҫласа яма, хӑй мӑшкӑласа каланӑ пек, «пурӑнӑҫа ҫӑмӑллатса яма», сӗнӳ панӑ. — Хум ҫапать! — тесе хучӗ вӑл. Лось Лабиринт тӗттӗмлӗхӗнче, тарӑн пусӑра, хӑйсен сехетне кӗтекенсем, сывласа, чашлатса-чӑшлатса выртакансем пирки шухӑшласа илчӗ. Ҫапла мар-и, тусӑм? — Ах, туршӑн та! — терӗ хуҫа пальто тата ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, ҫухавине тӑратрӗ те урисене ерипентерех калушсем ӑшнелле чикме тытӑнчӗ. — Салтак арӑмӗсем тата епле, хыҫа тӑрса юлаҫҫӗ-и? — илтӗнчӗ залран ҫухрашнӑ сасӑ; ҫав вӑхӑтра хӗрарӑмсем хуллен кулса илчӗҫ. — Пулатпӑр. Ярмола, хӑй вӑрманне кашни пӗчӗк сукмак, кашни уйрӑм йывӑҫ таранах тенӗ пек пӗлсе тӑраканскер, хӑй ӑҫтине ҫӗрле те, кӑнтӑрла та хуть кирек хӑш вырӑнта та лайӑх чухлаканскер, тӑврари мӗнпур кашкӑра, мулкача тата тилле йӗр тӑрӑх ним йӑнӑшмасӑр уйӑрма пултараканскер, — шӑп ҫав Ярмолах, тӗслӗхрен, «м» саспаллипе «а» пӗрле мӗншӗн «ма» пулнине тем тусан та тавҫӑрса илеймест. Прерире хӗвел ҫинче тӳсме ҫук шӑрӑх. Ура ҫине тӑнӑ та, костылӗ ҫине тайӑнса, аманнӑ ҫын хӑй ҫулӗпе малалла кайнӑ. Ҫак тискерленсе кайнӑ тупӑ виҫӗ каронадӑна ватрӗ. Кӑмӑл пури, ҫук-и — пурпӗрех ташлатпӑр… Ҫӗр те саккӑр… Ҫав кун курса пӑхнӑ мыскарасем Тома ҫӗр каҫипех аптратнӑ. Ҫамрӑк-ха, чеелӗх ҫук унра… Мана ӑнланакан — тав тӑвӗ, ӑнланманни пурпӗрех турра кӗлтӑвӗ. Ах, йытӑ ҫури! — Мӗнех, чирлӗ ҫын йӑнӑш шутлама та пултарнӑ, — терӗ вара герцогӗ. — Ванюш та, Иван та — пӗрех! Анна Васильевна пичӗ кӑштах хӗрелчӗ. Король майри, ҫивӗч ӑслӑ та савӑк кӑмӑллӑскер, мана ҫыру сӗтелли ҫине пит сыхланса тӑратрӗ те мана его величествӑна хам тем те пӗр курни ҫинчен каласа пама хушрӗ. Шӑхӑрса та ӳлесе сирпӗнеҫҫӗ вара осколкӑсем, сывлӑшра чул муклашкисем вжинтлетсе иртни илтӗнет те, сирӗн ҫинелле пылчӑк сирпӗнет, вӑл сире йӑлт вараласа пӗтерет. Комков хуллен ҫапла каларӗ: — Пӗррехинче эпӗ Тургенев ҫырнӑ «Фаустра» тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсем вуласа пӗлтӗм: «Ҫӗр ҫинче пурӑнакан кашни ҫын хӑй вилсен кӑна шӑтса тухмалли вӑрлӑхсем мӗн чухлӗ хӑварнине кам пӗлтӗр». Талӑкра аллӑ миля каясса шанчӗ капитан. Яков патӗнчен манпа пӗрле таврӑннӑ чух, Рубцов салхуллӑн калаҫса пычӗ: — Турра хирӗҫ ман умра никам та калаҫманччӗ-ха. Тӑрӑр! Кӗсри вара ҫап-ҫамрӑкскер, аҫа ҫапасшӗ! Эпир хӑна пӳлӗмӗнчен тухнӑ чух старик хӑйӗн шлепкине тӑхӑнма тӑчӗ те, леш пӑта урайне шакӑрт! тухса ӳкрӗ; вӑл вара ӑна, нимӗн шарламасӑр, камин ҫине илсе хурса пӳртрен тухрӗ. Ҫавӑнпа эпӗ тавҫӑрса илтӗм: ку вӑл атте мар, арҫын тумӗ тӑхӑннӑ пӗр-пӗр хӗрарӑм пулнӑ. Ку калама ҫук лайӑх-ҫке! Ҫынсем юлхавлӑн утса ҫӳренипе хулан урамӗсем лачакаланса курӑкпа витӗннӗ. Нимӗнле суту-илӳ те, нимӗнле йӗркеллӗ пурӑнӑҫ та ҫук. Сыв пул! Часах йывӑҫсем хыҫӗнчен чӑнах та лаша курӑнса кайнӑ. — Локтев хӑй шухӑшласа кӑларман ӗнтӗ вӑл сӑмахсене. — Мӗн ҫухӑрашатӑр? Ҫеҫенхирте, крепӑҫрен инҫе те мар, пӗр ҫирӗм юланут ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем казаксем мӗн, анчах ҫав хушӑрах башкирсем те курӑнкалаҫҫӗ. — Кунпа та эпир, — хушса хучӗ боцман, — темиҫе сехет хушшинче икҫӗр пушӑ пичкерен ҫуррине ҫупа тултарма пулӑттӑмӑр. — Fаriа, — терӗ проводник, пиччене аллипе хулпуҫҫинчен шаплаттарса. Пӗтӗм ҫу тӑршшипе тата сивӗ те вӑрӑм хӗл тӑршшӗпе пекех Синопа сӑпка вырӑнӗнче шутланакан хӑма ҫинчех ҫыхӑнса выртнӑ. Ку мана Индирен таҫтах илсе каять! Таврара шӑпах, вара вӑл пуҫне садалла чиксе итлеме тытӑнчӗ. Анчах Аньӑпа Юрий Наташӑна ӳкӗтлеме чупса та кайрӗҫ ӗнтӗ; Лена вара пӗчченех юлчӗ. Элек «Ун патне каятӑп та ҫав ҫырусене кӑтартма ыйтатӑп» тесе калама кӑна ҫӑмӑл. Йӗнӗ чухнехи пек хурлӑхлӑн та тӑстарса хуллен юрлани, хӑлхана аран-аран кӗрекенскер, е сылтӑмран, е сулахайран, е ҫӳлтен, е ҫӗр айӗнчен илтӗнет, ҫеҫенхир ҫийӗн куҫа курӑнман асамлӑ сывлӑш вӗҫсе ҫӳресе юрлать тейӗн. Ҫывӑрас». Орёл кӗпӗрнинче тепӗр пилӗк ҫултан юлашки вӑрмансемпе вӗтлӗх катасем те пӗтсе ҫитӗҫ, шурлӑх таврашӗ кунта асра та ҫук.. Макар эхлетсе илчӗ, мучи ҫине кураймасӑррӑн пӑхрӗ те шӑл витӗр ҫапла каларӗ: — Санӑн, ватӑ шуйттанӑн, хырӑму ҫине чӳлмек мар, виҫӗ витре кӗрекен чугун ӳпӗнтерсе хумалла пулнӑ-мӗн! Одинцова сад тӑрӑх кӑштах ывӑннӑ утӑмпа утать; унӑн питҫӑмартийӗсем хӗрелсе кайнӑ, куҫӗсем улӑм шӗлепке айӗнчен яланхинчен ҫутӑрах ҫутатаҫҫӗ. Вӑхӑт ҫитсен, вӑл та тармасть… Вӑл та тармасть, — терӗ те вӑл тепӗр хут пуҫне сулкаласа илчӗ. Марко, тӑван еткер йӑлине пӑхӑнса, хӑй валли туртмашкӑн пӗртен пӗр «чӑпӑкнӗ» кӑна хӑварнӑ. Паян кӑна ҫунма тытӑннӑ ҫӑлтӑра ученӑйсем темиҫе ӗмӗр е пиншер ҫул иртсен кӑна кураҫҫӗ. Княжна ҫывӑхӗнче, икӗ чӳрече хушшине йӑлтах хупласа, шуранка кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ питлӗ, чармак куҫлӑ маттур гусар тӑрать. — Сизова! Тӗрӗссине мӗншӗн тӳрех калас мар? Тӗрӗссипе, эпӗ те вылямастӑп. Хӗвел тӗксӗмлетмен таса та шурӑ ҫамки ҫине хура ҫӳҫ пайӑрки ӳкнӗ, тулли питӗнчен хӗрлӗ сӑн кайса пӗтме ӗлкӗреймен-ха, ҫемҫе хура мӑйӑхӗ аялалла туртса тӑракан ҫӳлти тути, нӳрлӗ шӑлӗсене уҫса, кӑштах ҫӳлелле ҫӗкленнӗ, темиҫе кун каялла ҫеҫ Лушкӑна антӑхса кайса чуп тунӑ илемлӗ тутисем хушшине темле тӗлӗнчӗкрех кулӑ пытаннӑ. Санӑн, Павел пурте хӑй вырӑнӗнче, анчах анархи тесен, — вӑл пурах вара. Вут ӑшши Огнянова часах уҫӑлтарчӗ. Эх, мӗнле лайӑх иккен ҫапла выртма! Эппин, чӑн-чӑн салтак мар, пӗр-пӗр талпас пени паллах. Пугачев хӑйӗн вутпа ҫунса тӑракан куҫӗсемпе ман ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ. Юлашкинчен вӑл вӑй виҫмелли приборӑн хурҫӑ аврине ҫав тери хыттӑн туртрӗ те, прибор пӑсӑлса кайрӗ. Салтак кӳренчӗ, пирӗн пекарь патне ҫулӑхса анӑратать: — Ҫук, эсӗ кала ха, — кам? — тет. Вӗсем нумайӑшӗнчен кӗвӗҫетчӗҫ, никама та мухтамастчӗҫ, кашни ҫын ҫинченех мӗнле те пулин лайӑх мар япала пӗлетчӗҫ. Хам вара ним чухлӗ те вӗренменччӗ темелле, питӗ айванччӗ. Вӑт вӑл пӗррехинче, эпӗ хӑй панӑ пӗр кӗнекене вуламаннине пӗлчӗ. Ку бала ҫамрӑк королева парать. Нимӗн курмасӑр вӗҫнисем ҫинчен, ӗмӗр ирӗлмен шӑн вырӑнсем ҫинчен, куҫса ҫӳрекен пӑрсемпе юр пушхирӗсем ҫинчен каласса кӗтетпӗр! Лешӗ, тӑлпаланса, тармакланса пӗтнӗскер, тӑрасшӑн пулнӑ, урисемпе тапкаланнӑ; ӑна икӗ хура ҫын хул айӗнчен тытса тӑратнӑ, аллисем унӑн, хуҫнӑ ҫунатсем пек, сывлӑшра ҫакӑнса тӑнӑ, хӑй, улакан саспа ӗсӗклесе: — Мана хӗнеме… юрамасть! Хӑй утма пултарайманшӑн вӑл хӑйне хӑй тарӑхать. Вӑл — йывӑрлӑхран чи хӑравҫӑлла, чи ҫӑмӑллӑн тухмалли меслет анчах. Эпир ун ҫинчен, Швеци ҫинчен, спитсӑсем тата перчеткесем тӑрӑх ҫеҫ пӗлкелетпӗр… — Келли хӑйӗн секретарӗ еннелле ҫавӑрӑннӑ. — Тухрӗ-ха вӑл, — терӗ хуҫи, темшӗн ҫилленнӗскер. Ҫав вӑхӑтрах тата, урӑх ниҫта та мар, пиратсем ҫакӑнтах ҫӳреме пултараҫҫӗ, кунта вӗсем хыҫҫӑн хӑвалакан никам та ҫук. — Сирӗн Нанко килте-и? Ман няньӑҫӑм, Глюмдальклич, мана пӗрмаях ҫав тери ачаш, тӑрӑшса пӑхрӗ. Санӑн пӗр-пӗр ҫӗре кайса лармалла та пурне те лайӑх вӗренсе ҫитермелле. Халӗ те ҫав тискер йӑлана пӗтернишӗн кулянакан ватӑ судьясене куркалама тивет. Хӑйсен тапраннӑ чӗрисене мӗнпур вӑй-халӗпе лӑплантарса Эленпа Мэри Гленарванпа шӑппӑн калаҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа та айӑккинчен пӑхса тӑракан пулсан, вӗсен чӗрисене мӗнле хӑрушлӑх чӑмӑртанине нихӑҫан та тавҫӑрса илеймӗччӗ. Берсенев хӑйӗн ашшӗ ҫинчен Еленӑпа чылайччен калаҫрӗ. Во! Васютин водительпе юнашар ларса пырать; хыҫалта ларса пыракан Воропаев пӗшкӗнчӗ те, пӑхмалли кантӑк ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан куҫкӗски ҫинче секретарӗн сӑнне тупса, ӑна чеен куҫ хӗссе илчӗ. Ҫамрӑк манахӑн куҫӗсем темле ытла та хускавсӑр… Вӑл чугун ҫул ҫине ӗҫлеме килет те, унӑн апачӗ — пӑтӑ та пӗр кӗрепенкӗ какай. Фронт ҫывӑхра. Давыдов малтанах ҫакна шанмасӑрах итлесе ларчӗ, анчах каярахпа хӑй те калаҫӑва хутшӑнса кӗрсе кайрӗ те, сӗт фермине йӗркелес тӗлӗшпе вӑл мӗнле плансем туни ҫинчен каласа пачӗ, сӑмах май, урӑх ҫӗршывсенче сӗт-ҫу продукцине туса кӑларас ӗҫри техникӑра мӗнле ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем пурри ҫинчен те пӗлтерчӗ, юлашкинчен, пӑшӑрханарах, ҫапла каларӗ: — Укҫа нумай кирлӗ пире. Кунта ҫак чура сутуҫин тӗп кантурӗ пулнӑ, иккӗмӗшӗ — Биере, виҫҫӗмӗшӗ — Бенгела провинцийӗнчи Касангӑра, тепӗр темиҫе ҫултан унта ӑна Камерон курнӑ. Кольхаун патне ҫӳрекен ҫын вӑл лаша тата мӑйракаллӑ выльӑх сутакан пулнӑ. Эсӗ мана дворнике ил… — тенине аса илчӗ. Мӗнле пулсан та, ученӑйӑн ӑна тытмаллах! — Ҫапла, халлӗхе. — Ку вӑхӑтри ытти ачасенчен вӑл нимӗнпех те уйрӑлса тӑмасть-ҫке. Хайхи вара, пӗррехинче, Казбич аулран пӗр-виҫӗ ҫухрӑм катара, ҫул хӗрринче, старике сыхласа тӑма; старик хӗрне шыранӑ ҫӗртен таврӑннӑ; хӑйпе пӗрле кайнӑ узднӑйсем кая тӑрса юлнӑ — ку ӗҫ каҫ кӳлӗм пулса иртнӗ, — шухӑша кайнӑ май старик лашине уттарса кӑна пынӑ, сасартӑк йывӑҫ тӗми хыҫӗнчен Казбич кушак пек сиксе тухнӑ та лаши ҫине хыҫалтан сиксе утланнӑ, старикне кинжалпа чиксе ҫӗре ӳкернӗ, вара чӗлпӗрне тытнӑ та — шӑвӑннӑ, хӑш-пӗр узденӗсем ҫакна сӑртран курса юлнӑ; хӑваласа та пӑхнӑ ӑна, анчах хуса ҫитеймен. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех йӗркеллӗ. Ҫак хӗрарӑм пысӑк завод хуҫи пулнӑ, вӑл ҫуртсем, лашасем тытнӑ, акушеркӑсен курсне валли пиншер тенкӗ укҫа панӑ, анчах та хӑйне кӑштах ачашлама вӑл ыйткалакан пек тархаслать. — Пурте тасалӑр кунтан! Каҫару та ыйтмастӑр-и манран?.. Вӑл пирӗншӗн хӑй пуҫне ҫиесшӗн. Ученӑйсем вӗсем ҫине мӗнле пӑхнӑ? Ҫыннине те, шывне те ниепле те шанма ҫук! — лавҫӑсем кӑшкӑрса та ятлаҫса лашисене ҫаптараҫҫӗ, чӑпӑрккисем хистесе шӑхӑраҫҫӗ пулин те, лашисем вырӑнтан та тапранасшӑн мар, тулхӑраҫҫӗ вӗсем, чӑхӑмлаҫҫӗ. Чӑнах та, ку каясси мӗнле питӗ вырӑнлӑ тухса килчӗ-ха. Гленарван чи малтан йӑтатӑп терӗ. — Пар, — ответлерӗ Аркадий. Тӳрех Ҫӑрттана пырса тивекен ырӑ мар шӑв-шав ӑна ним чухлӗ те иментермерӗ. Ытларах пайӗ мӗнле калать, приговора ҫавӑн пек йышӑнатпӑр. — «Эпӗ те хресчен вӗт, анчах хӑвах куратӑн…» Эпӗ халех ӑна майлатӑп. Пахчасене тислӗк кӑларма кайӑр. Илӗр. Ҫук, хӑвӑртрах, хӑвӑртрах каймалла кунтан! — Пур ҫӗрте те ҫӳресе нумай курни лайӑх вӑл, — терӗ амӑшӗ Николая каҫсерен. Пурте лашисене ҫавӑрса, мӗн вӑй ҫитнӗ таран Таука хыҫӗнчен ыткӑнчӗҫ. — Чухӑн ҫав. Хӑвӑр патшӑртан ирӗк ыйтма. Сасартӑк питӗ хытӑ хурлантӑм… Вӑйлӑ! Халӗ ӗнтӗ, саккунлӑ йӗрке тӑрӑх, урӑхла каласан, чин тӑрӑх, кӗҫӗннисенчен пуҫласа сасӑлама тытӑнар. — Вӑл манӑн ҫураҫнӑ хӗр, — аса илтерчӗ Петр. — Мӗн ятлӑ терӗн-ха эсӗ ӑна? — ыйтрӗ Базаров. — Айртон-и! — тесе ячӗ Гленарван. Разметнов, урисемпе сыхлӑн пусса, вӗсенчен икӗ утӑмран пек утса иртрӗ, анчах кӑвакарчӑнсем вӗҫсе кайма шутламарӗҫ те, вӗсем кӑшт пӑрӑнчӗҫ кӑна. «Дика халь вӗлерни — ӑна ҫирӗм тӑватӑ сехет хушши асаплантарассинчен хӑтарни», — тавҫӑрса илчӗ вӑл. Ак халь ӗнтӗ ҫавсене куҫ умӗнче кӑштах палӑртнӑ пулин те калама ҫук тарӑн шухӑшлӑ, тен гениллӗ хӑватпах кӑтартнӑччӗ пулӗ. Вӑл краватьне кӑшт ҫӗклесе ун уринчен сӑнчӑра вӗҫертрӗ те ӑна мӑйӗ тавра авраса хучӗ: хӳшӗрен эпир хамӑр чавнӑ ҫӗр айӗнчи ҫулпа сарая тухрӑмӑр, унта Джимпа иксӗмӗр арман чулне тӗкрӗмӗр те, чул тӗк пек ҫӑп-ҫӑмӑллӑн кусма пуҫларӗ. Том пире мӗн тумаллине тата мӗнле тумаллине ҫеҫ хушса тӑчӗ. — Апла та юрать, — терӗ комендант. Офицерӗ месерле кайса ӳкрӗ. Иккӗмӗшӗ те ҫапла пулчӗ. — Ҫапла, мӑнакка. Ҫапла асар-писерӗн шав тӑнӑ чух шухӑшламашкӑн та кансӗр пек туйӑнать мана — мӗн кирлине те шухӑшласа илеймӗн! Кӳме урапи саланнӑ. — Мадам, вӗсем музыкантсем, вӗсенчен ытлашши ыйтма юрамасть. Алексей санаторине асфальтпа витнӗ, икӗ енчен хурӑнсем лартнӑ сарлака ҫулпа мар, станцирен вӑрман урлӑ кӳлӗ патне тухакан такӑр сукмакпа пычӗ. Джима хавхалантаратпӑр Эпир калаҫма чарӑнтӑмӑр та шухӑшлама тытӑнтӑмӑр. — Мӗншӗн-ха вӑл сана хӗрлӗ пек туйӑннӑ? — кулса ыйтрӗ Павел. Мӗн пулма пултарать-ши ку? Вӑл та мана вилнӗ тет-и? Майор кӑмӑлӗ ун майлӑ ҫаврӑннипе хавасланса, Мересьев сиксе тӑчӗ те, хӑй ӑҫтине манса кайсах, хӑй мӗнле ташланине кӑтартасшӑн пулчӗ… Анчах ҫакӑнта чутах пӗтӗм ӗҫ пӑсӑлатчӗ. Ача турткалашмарӗ. — Апла… апла. Ҫакӑн пек хӑюллӑ сӑмах хӗр-манаха ытла вырӑнсӑр пек туйӑнчӗ. Анчах ман хуҫа мар. Каштанка ҫул ҫинче хӑйне ҫав тери тирпейсӗр тытнине лайӑх астунӑ. Мӗн тытать, шуйттан ачи, пурне те тӑвать! Шурӑ Кашкӑр йӗр тӑрӑх кайнӑ; ун хыҫҫӑн йытӑсем чупнӑ, йытӑсем хыҫҫӑн Хӗрлӗ Тӑрна пынӑ, хӗрарӑмсемпе ачасем хыҫалтан утса пынӑ. Вӑрӑммӑн тӑсӑлакан хурлӑхлӑ-хаваслӑ музыка сасси халӗ инҫетрен илтӗнчӗ ӗнтӗ. Пӗр пиллӗк ҫул каялла Саратовра ҫавӑн пек вулакансене жандармсем шӑшисене тытнӑ пек тытрӗҫ. Анчах Сильвер хӑрушлӑх ҫинчен шухӑшлани уншӑн киревсӗр япала пулнӑ пек, ӑна хирӗҫ кулса ячӗ те, хулпуҫҫийӗнчен лӑпкарӗ. — Ӗҫсем мӗнле-ха сирӗн? Аван пыраҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ пӗрре ӑна Гленарван. — Епле, Исландире те ҫук-и? Мӗнле кӑна ятлаҫу, мӗнле кӑна хӑрату курмӗ-илтме-ши вӑл! Илтсе-и эсир кун ҫинчен, майор? Василий Иванович тухрӗ. Берсенев кӑштах ҫӗкленчӗ те хуҫлатса пӗрле тытнӑ аллисем ҫине янахӗпе тӗренчӗ. Вӑл урса каяс патнех ҫитрӗ. Эпир санпа кунаксем пулӑпӑр, — терӗ Ерошка мучи. — Мӗн пулчӗ, Паганель? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ҫураҫу ҫӗррине йышӑнсанах вӑл рясипе камилавкине хывасшӑн, тет, те минчете кӗме Румыние каясшӑн… Курсамӑр: кӑн-кӑвак тӳпе, каҫхи хӗвел, шӑп-шӑпӑрт шыв — вӗсем ҫине пӑхатӑн та, хӑпартланнипе чӗтӗресех каятӑн-ҫке, — ав лере, инҫетре, ҫил арманӗсем ҫуначӗсемпе хӑлаҫланаҫҫӗ, йӑп-йӑваш, лӑпкӑ-лӑпкӑ симӗс курӑк, ҫыран таврашӗнчи шыв каҫ шуҫӑмӗпе кӗп-кӗрен, кӗп-кӗрен пулса тӑнӑ. Ҫак чӗркуҫҫи ҫинче ларакансем хушшинчен пӗр хитре ҫамрӑк ҫын уйрӑлчӗ те маркиз патне сӑрт ҫинӗ хӑвӑрттӑн хӑпарса кайрӗ. Чӑнах та, вӗсенчен сулахай енче хайхи ҫийӗнчен юр вӗҫекен авӑн сарайӗ ларнӑ, унтан малта хай шӑн кӗпе-йӗм, кӗпесемпе тӑласем ҫакнӑ паҫӑрхи кантрах курӑннӑ: ҫил ҫавсене ҫав-ҫавах хытӑ силлентернӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ сирӗн ҫинчен, пурин ҫинчен те — вӗсем пурнӑҫри пур усал-тӗселе ҫӗнтереҫҫӗ, епле пулсан та ҫӗнтереҫҫех, тесе шутлатӑп. Ҫав указ тӑрӑх Коперник вӗрентӗвне хӳтӗлекен кӗнекесене пичетлесе саракансене чи хӑрушӑ наказани парассипе хӑратнӑ. Тек кӗтӳ майлӑ йӑваш пулар мар, Каррӑн тӑрса тӑшмана аркатар. Каҫ ӑшӑ та уйрӑммӑнах лӑпкӑ; йӗри-таврара мӗн пурри пӗтӗмпех итленӗ пек, сыхласа тӑнӑ пек туйӑнать; хускалми тӗттӗмре тӑракан Берсенев та ирӗксӗрех чарӑнса тавралӑха итлет, хураллать. Сасартӑк ӑна ҫыранри мӑкланнӑ чул ҫинче Оля ларни курӑннӑ пек туйӑнчӗ. Уҫӑп перегородкӑри ҫурӑк витӗр пӑхрӗ. Хӑрамалла… Пӗр Елена ҫеҫ куҫне хупмарӗ: вӑл Инсаровӑн тӗксӗм кӗлетки ҫинчен куҫ сиктермерӗ. Шӑнкӑртаттартӑм эпӗ, шаккарӑм, унтан урапа тапса пӑхрӑм… Клисурӑра пӑлхав пуҫланнӑранпа пилӗк кун ӗнтӗ. Манӑн ирӗк мар, эхер те эсӗ мана юрататӑн пулсан, эпӗ сана акӑ мӗн калатӑп. Унтан вӑл, аманнӑ урине ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, кутамккине сулахай еннерех шутарса вырнаҫтарчӗ. — Содӑна мӗнле лекрӗн? Вахтӑра тӑракан Геркулес сасартӑк:— Ҫӗр! Ҫӗр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Хӑш чух ҫил вӑйсӑрланчӗ, анчах темиҫе сехетрен каллех унчченхи вӑйпах вӗрчӗ. — Мӗнех вара? — тет смотрителӗ, — шӑхӑрин, ара, тем инкекӗ пултӑр уншӑн. — Авӑ… килтен тухса кайма та ҫӑмӑл мар. (Ҫак вӑхӑтра Женя аккордеонӑн пӗр клавишне пусса илчӗ.) — Сирӗн тем ырӑ марри пулса иртине куратӑп эпӗ, Олеся, — терӗм эпӗ, унӑн сак ҫинче выртакан аллине асӑрхануллӑн сӗртӗнсе. Ҫук, эсӗ чӑнах та ӑсран тухнӑ, факт! Мӗн тӑвӑп-ха ӗнтӗ ӑна? Анчах эсир ман пата килмесен, мана Александр Смоллетт тесе чӗннине, эпӗ ҫак ялав айӗнче тӑнине тата никама та каҫару паманнине астӑвӑр. Вӑл киле каясшӑн шутсӑр хуйхӑрать, ҫав йывӑр хуйха тӳссе тӑма унӑн ӗнтӗ вӑйӗ те ҫук. Каларӗҫ-и сана? Калаҫнӑ май атте мана ҫапла каларӗ: «Эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм, ахӑртнех, халь пирӗн ҫар ӑҫта тӑнине пӗлетӗр». «Эпӗ хам ҫартан таврӑнатӑп, вӑл Wien патӗнче тӑрать», — ответлерӗм эпӗ. Вӑл план — тӑшмана Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирсене илӗртсе пырасси, унӑн коммуникацийӗсене тӑсса ярасси, хальхи пек каласан, хӑйӗн базинчен аякка илсе каясси пулать; кайран вара кунтан, хӗвеланӑҫӗнчен тата ҫурҫӗр енчен пырса ҫапса коммуникацисене раз-раз татмалла та, тӑшмана хӑвӑрт кӑна пӗтерсе тӑкмалла. Эпӗ ун патне ӑнсӑртран ҫитсе тӑнӑ пирки вӑл пӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ. Ҫак самантра Роберт хӑй асӑрханманнине пула, чут пӗтетчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ку кӗнекене вулани ӑна пулӑшмарӗ. Эсир те, — пуҫне сулчӗ вӑл Наташа енне. Ҫапах та вӑл Полинӑна пӗрре кӑна мар асӑрхаттарнӑ: — Асту, иксӗр хушӑрта мӗн те пулин асӑрхасан — пӑрахатӑп! Перессе ҫав тери хытӑ переҫҫӗ иккен, тӑруках, хыпӑнса ӳкнипе, ӑҫтан тата кам пенине те тавҫӑрса илме йывӑр. Мӗскӗн, аманса пӗтнӗ карап, парӑссӑр, мачтӑсемсӗр, хӑяккӑн выртаканскер, чӗрӗ чун вилнӗ пек, чӗрене хӗстерсе ыраттарчӗ. — Ҫук! Ҫур минутран кимӗ кӗпер айне ҫитрӗ. Эпӗ ҫӑвара шыв кӗрсе тулнипе чыхӑнса пута пуҫларӑм. Унта Динго ятлӑ пӗр йытӑ пурччӗ… Вӑл темле сана пит юратсах каймасть пек. — Эсӗ ӑна — ырӑпа, вӑл сана — патакпа! — терӗ те Ефим, хуллен кулса илсе, хӑвӑрт кӑна ура ҫине сиксе тӑчӗ. Анна Сергеевнӑн ӑна мӗнле те пулсан ырӑ сӑмах калас килчӗ, анчах унпа ниепле те сӑмах пуҫласа яма пӗлмерӗ… Халӗ ӗнтӗ вӑл пӗтӗм пӗвӗпе тӳп-тӳрӗ тӳрленсе, сулахай аллине чӗтрентерсех, кӑкӑрӗ ҫумне тытса тӑрать. Саншӑн эпӗ нимӗн те хӗрхенмӗп. Тепӗр кунне Чартков вунӑ червонец илсе хаҫат кӑларакан патне пулӑшу ыйтма кайрӗ; журналист ӑна ӑшшӑн йышӑнчӗ, ҫавӑнтах «хисеплӗ ҫыннӑм» тесе хучӗ, икӗ аллине те чӑмӑртарӗ, ятне, ашшӗ ятне тата ӑҫта пурӑннине тӗплӗн ыйтса пӗлчӗ; тепӗр кун вара хаҫатра ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ ҫуртасем ҫинчен калакан пӗлтерӳ айӗн «Чартковӑн акӑш-макӑш вӑйлӑ таланчӗ ҫинчен» ятлӑ статья пичетленсе тухрӗ: «Столицӑн вӗреннӗ ҫыннисене пур енчен те ҫав тери лайӑх мастер тупӑнни ҫинчен пӗлтерме васкатпӑр. Унтан ытти уроксенче вӑл ташланӑ, хуҫи тавра чупнӑ, музыка сассипе уланӑ, чан ҫапнӑ тата пистолетран пенӗ, тепӗр уйӑхранах вӑл египетски пирамидӑра ӑнӑҫлӑнах Федор Тимофеич вырӑнӗнче пулма пултарнӑ. Хаклӑ чулсем парнелет. Ҫыран ҫинче икӗ ҫынпа юнашар ҫӳллӗ те вӑйпитти ҫын тӑрать, унӑн ырӑ та хастарлӑ пичӗ-куҫӗ Мэрипе Роберт Грант сӑнӗ евӗрлех туйӑнать. Май килсен, Джо хыҫҫӑн ҫӗрлехи каҫсенче астукаласа ҫӳрес тесе шут тытрӗҫ вӗсем хӑйсен ӑссӗн, унӑн тискер хуҫине епле те пулин пӑртак курма пулмӗ-ши, терӗҫ. — Кӗленчине ватас, — тесе сӗнчӗ Мак-Набс. Джим сулӑ вӗҫӗнче, шывра ларать имӗш, сӑмси ҫеҫ курӑнать. Кирек мӗнле тарӑн вырӑн та ҫынна хӑрушшӑн хӑй ӑшнелле туртать, ҫавӑнпа та Ганс мана хӑйӗн вӑйлӑ аллипе тытса чарман пулсан, эпӗ аялалла персе аннӑ пулӑттӑм. — Манӑн пирвайхи юратӑвӑмра та тӗлӗнмеллиех нумай мар: Анна Ивановнӑпа, хальхи мӑшӑрӑмпа, паллашиччен эпӗ никама та юратман. — Ӑна пурнӑҫлас тесен, ман шутпа, пирӗн, ӗлӗк халӑха ялсемпе заводсенчен ҫӳле, столицӑсемпе наркоматсене, ҫӗкленнӗ пек, аслӑ вырӑнсенче ҫитӗнтернӗ кадрсене халӗ ҫавӑн пекех йӗркеллӗн те тимлӗн каялла ямалла, районсене… Ку унӑн пичӗ пулнине ӗненес килмерӗ. Ҫавӑнпа вӑл васкавлӑн калама тытӑнчӗ: — Ну, мӗн калас ӗнтӗ, юлташсем, пурте паллӑ. Фабрицци библиотекинче ларса, вӑл хальхи самантра либерал-писательсем мӗнле позици йышӑнмалли ҫинчен хайӗн шухӑшӗсене каласа пачӗ. Ут-пӳ — ниме те тӑмасть, чун — пурне те пултарать, теҫҫӗ. Акӑ мӗн — пӗр сӑмах кӑна мана хирӗҫ калатӑн пулсан — халех ҫӑва патне! Вон! Отряд ҫапах та пӗр чарӑнми малалла каять, каҫ енне кайсан, ултӑ сехетсенче хӗрӗх миль хыҫа тӑрса юлнӑ Кордильерсем горизонтри тӗтре витӗр хура йӗрсем пек кӑна курӑнма пуҫларӗҫ. Сасартӑках хӑрушӑ сасӑ:— Тревога! — тенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Хӗвел ӑшӑтнӑ пек пулчӗ-и ӑна, е вӑл ҫав курӑк сӗткенне илет-и, пӗлместӗп, анчах ӑна питӗ ырӑ пулни курӑнсах тӑрать. Е, ахаль казак пулса, ҫутҫанталӑка ҫывӑх пурӑнӑҫ, никама та сиен тӑвас мар, унтан та ытларах, ҫынсене ырӑ тӑвас тени, ҫакӑн ҫинчен ӗмӗтленни — эпӗ ӗлӗк ӗмӗтленнинчен, — сӑмахран, министр пулас, полк командирӗ пулас, тесе ӗмӗтленнинчен, аванрах мар-и-вара?» Анчах та темӗнле сасӑ ӑна ҫапла тӑвасран чарӑнса тӑма, тӑхтама хушрӗ. Пӑван пуҫне сулчӗ. Ҫанталӑк пирки эпӗ пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп. Заполярьенче тӗлӗнмелле ырӑ ҫанталӑк тӑрать. Анчах хамӑр ӑҫтан каймаллине пӗлеймерӗм эпӗ. Вара Петр унтан:— Эсӗ мӗншӗн аннӳне хирӗҫ кӑшкӑратӑн? — тесе ыйтнӑ. Ку сӑмахсене вӑл чунтан килленсе каларӗ. Ҫав тери ҫӑмӑллӑн та ҫӗкленӳллӗн, питӗ меллӗн те ирӗккӗн утса, маттуррӑн тӑва-тӑва пачӗҫ рота вӗренӗвне сатур та чӗп-чӗрӗ, уҫӑ та хаваслӑ ҫынсем, — калӑн, тӗрӗслӳ вӗсемшӗн пач та хӑрушӑ экзамен мар, темле савӑнӑҫлӑ та ним йывӑрлӑхсӑр йӑпану ҫеҫ. Костя кун пек тарӑхни халиччен сисӗнсех кайманччӗ. — Фургон путса ларман пулсан, — терӗ Джон Мангльс, — ӑна ҫак мӑшӑр кана-кана ҫыран хӗррине майӗпен сӗтӗрсе ҫитерӗччӗ. Тӗрӗслӗх ун енче. Эсӗ тӗлӗкре усал тухнине куртӑн пулӗ, тен? Вӑл ҫынсене тӗлӗнтерсе хӑтланма юратнӑ: герой пек пуласси, хӑй ҫынсенчен ҫӳлте тӑнине кӑтартасси ӑна кӑмӑла кайнӑ. Пурнӑҫӑн ӑссӑрла-тӑнсӑрла киревсӗрлӗхӗ, пӑтравӗ-арпашӑнчӑклӑхӗ, тӑрлавсӑрлӑхӗ асаплантарчӗ те тертлентерчӗ ӑна. Вӑл аллине Тускуб еннелле тӑсрӗ: — Вӑл суять! Маунганаму сӑрчӗ айӗнче тарса ӗлкӗреймен туземецсен кӑмрӑкланнӑ виллисем темиҫе выртаҫҫӗ. Хӗре ачашшӑн ыталарӗ вӑл, хӗрелнӗ питне шӑлкаласа илчӗ. Лавӗ ҫула май пулнӑ: сухаҫӑсене колхоз кладовойӗнчен апат-ҫимӗҫ ярса панӑ, бригадӑра ӗҫлекенсене ҫемйисем улӑштарса тӑхӑнма, кӗпе-йӗм, тумтир тавраш парса янӑ. Лупас айӗнче шуйттан сассиллӗ автан авӑтать. Ак, турӑ парсан, туйна мӗнпе тумаллисем те пулӗҫ, — терӗ вӑл. Макарӗ вара, хӑй пӑлханнине ҫиелтен нимӗнпе те палӑртмасӑр, пуху пӗтичченех шӑпӑрт ларчӗ. Кайма та кирлех мар пулӗ! Вӑл курнӑ ҫынсен шутӗнче колхоз председателӗ Степан Бояркин та пурччӗ. Ун мӑйкӑчӗ ҫине ҫырнӑ саспаллисемех-ҫке! Ӑҫтан каҫмаллине ирхине шырарӑм эпӗ, анчах усси пулмарӗ. — Ун пек ҫылӑх та пулнӑ, — ҫӑмӑллӑнах килӗшрӗ Шалый. — Чӗрӗ мар! Шӑпа хӑйӗнчен ыйтнине юратмасть. Ун калавӗнчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: кашни путсӗр ӗҫе колхоз пуҫланнӑранпа паянхи кунчченех ҫиелтен пӑхма лӑпкӑ пек туйӑнакан Яков Лукич ертсе пынипе тӑваҫҫӗ иккен. Эпӗ ҫирӗммӗш ҫулта чикӗ леш енче пулса куртӑм, Галиполинче французсен ҫӑкӑрне те ҫисе пӑхрӑм, ҫавӑнтан чӗррӗнех хӑтӑлса тухасса шанманччӗ! — Кучченеҫсене йышӑннӑ чух ҫапла калаҫса илет Михайла мучи. Сылтӑм енче авӑ сӑртлӑхсем хуралса лараҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче темле хӑрушӑ паллӑ мар япаласем пытаннӑ пек туйӑнать; сулахай енчи тӗнче хӗррине лапкӑшпех хӗп-хӗрлӗ тӗссем хупласа хунӑ, ӑҫта та пулин тем ҫунать-ши е уйӑх тухма хатӗрленет-ши — ӑнланма йывӑр. Енчен ҫав ҫынсем вилӗмсӗр пулас пулсан, хӑйсен тӗллевне пиншер ҫул иртнӗ хыҫҫӑн пурнӑҫланӑ пулӗччӗҫ (сӑмах майӗн каласан, хӑйсен йӑнӑшӗсене тӳрлетсе пур енчен те кӑлтӑксӑр пулма ҫӗнӗ ӑрурисене мар, ҫак ҫынсенех, пӗрре йӑнӑш тунисене, ҫӑмӑлрах), анчах ун пек пулсан, мӗне кирлӗ вӗсем? — Мӗн тума-ши? Монтанелли ун ҫинчен Артур патне Римран хаваслансах ҫырнӑ; халӗ ӗнтӗ вӑл ӗлӗкхи пек хурланман, курӑнать. Эпир килӗшӳ турӑмӑр. — Мӗнле-ха апла! Тӗнче тавра пӗрремӗш хут мӗнле ҫӳресе килни ҫинчен эпӗ каярахпа каласа парӑп. — Эпӗ ухмах мар, — ҫиллессӗн ответленӗ ывӑлӗ. Хӗрне илеҫҫӗ, хӗрӗ аванскер. Чӳрече витӗр кӗрекен ҫутӑ юрлакансен шурӑ стихарӗсене тӗрлӗ тӗссемпе ҫуталнипе, алтарь урайӗнче хӗрлӗ, симӗс тата кӑвак сӑрӑсемпе сӑрланӑ йӗрсем пек курӑнать. Ҫавна пулах восстани тапратма шут тытрӑмӑр тата сирӗн «союза» та ҫавна пулах кӗтӗмӗр. Урайӗ ҫӗр вырӑнӗнче пулнӑ, маччи — тӳпе, вӗсене пӗр-пӗринпе, кӗреш йывӑҫсен вуллисем евӗр, ҫаврака тата нумай кӗтеслӗ колоннӑсем ҫыхса, пӗрлештерсе тӑнӑ. Мӗнпур колонна лотосӑн ачаш чечекӗ е папирусӑн ҫӳхе ҫыххи манерлӗ капительсемпе вӗҫленнӗрен, чӑн-чӑннипех ҫӑмӑллӑн та сывлӑш пеклӗнех — тӳпе тейӗн — курӑннӑ вӗсен ҫинчи мачча. «Ҫак сӗнӗве пӗтӗм аслӑ пуху карах хирӗҫ тӑчӗ. — Тинӗс! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Пуяс тесе, мӗнпур укҫине пӗтерсе пӑрахрӗ, хаклӑраха сутма хӑтланчӗ те — туяннӑ хакӗпе те сутаймарӗ. Картара пӑру макӑрса илчӗ; уксах кӑвак хур кӑшт айӑккалла кайса тӑчӗ. Ҫӗклесе тӑратсан, унӑн ҫӑварӗнчен юн тапса тухрӗ, вара ӑна Варвара Огарнова ҫавӑнтах леш Воропаев хӑй колхоз пухӑвӗнче ятласа тӑкнӑ Комков врач патне «Калинин» колхоза леҫсе хӑварчӗ. Хӑйне пӗҫҫисенчен ҫапса Робенок та ахӑлтатса кулатчӗ, вара вӗсем нумайччен мана вӗри лапра ӑшӗнче ӑшаласа хӑтланчӗҫ, — ҫавна тӳсме пит йывӑрччӗ! Укҫу-тенкӳ ҫитес ҫук, акӑ мӗн!.. ху та ӗҫпе хуҫӑлӑн, ӑна та пӗтерӗн… Санитарка каҫхи апат илсе пычӗ. Тӳпере уйӑх пулман; анчах кашни япала, уйӑх ҫук пулсан та, мӗлкесӗр тӗксӗмлӗхре уҫҫӑн курӑнать. Ну, мӗнех вара? Кофейньӑра халиччен лӑпкӑн та лӳпперрӗн ларнӑ ҫынсене ҫак сӑмах хӗпӗртесе ҫӗклентерчӗ. — Итле-ха, — ыйтрӗ Квакин Фигурӑран, — леш хайхи хӗрачасен садне эсӗ кӗтӗн-и? Анчах ӗҫсем вуҫех урӑхла пулса тӑчӗҫ. Каҫхине сасартӑк манӑн мӗскӗн атте вилсе кайрӗ, эпир вара ыттисем ҫинчен пурне те мантӑмӑр. Чуп часрах, Серёжа, вӑхӑт кӗтмест. — Ӑҫта-ши эпӗр? — тенӗ Ваҫили Андрейч. — Ну, мӗнле пуҫтах япала, — терӗ Оленин. Эпӗ ҫак тӗлӗнмелле старик ҫине калама ҫук тӗлӗнсе пӑхса илтӗм. Мӗн пулчӗ сире, Володя?» — пӗрмай ыйтрӗ вӑл. Эпӗ нимӗн те чӗнменнине, макӑрма чарӑнманнине кура, вӑл мана йӗпе питрен чуптӑвасшӑнччӗ. — Том килте ҫукчӗ, — тесе ӑнлантарса каларӗ мистер Джонс, — эпӗ ӗнтӗ ӑна тупас та ҫук тесе шутланӑччӗ, анчах кайран унпала тата Гекпала лӑп хамӑн алӑк патӗнчех хиреҫ пултӑм та кунта васкаса илсе килтӗм, — терӗ. Эпӗ урӑх ун пек каламастӑп. Ӗмӗрте пӗрре киле килетӗн, канма шутлатӑн, — килйыш, intérieur, ҫемьери пек пул, теҫҫӗ, — кунта акӑ харкашу, кӑмӑла пӑсакан калаҫусем. — Мӗнле апла? Ҫак кӗрлекен сасӑ инҫетре шыв таҫтан ҫӳлтен персе анакан сасӑ евӗр туйӑнать. Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш талӑкра кӑна, каҫ пулас умӗн, салхуланчӗ, вырӑн ҫинче туртӑшма пуҫларӗ, унтан сиксе тӑчӗ те анне ҫине пӑтранчӑк, анчах хаваслӑ куҫӗсемпе пӑхать: «Кӗл тутарнӑ хыҫҫӑн ҫӗр ҫине ҫара уран пусма юрамасть, теҫҫӗ, анчах эпӗ кӑшт та пулин тӑрам-ха… Акӑ сасартӑк Дик та аллине тӑсрӗ малалла. — Кӑтарт-ха, кӑтарт… Анчах халӗ ку ӗнтӗ кӗлмӗҫленсе ыйткалани е урам шавӗ путарса лартма пултаракан мӗскӗн йынӑшу ҫеҫ мар. Ушкӑнӗсенче ҫирӗмшер ҫынтан кая марччӗ. Пӗри ҫул тӑрӑх, тепри уйпа пыратчӗ. Ҫав вӑхӑтра, литаврсем ҫапса, трубасенчен янӑратса, хуларан тӑшман ҫарӗ тухрӗ, аллисене пилӗкрен тытса, пуҫӗсене каҫӑртса пансем лашапа пыни курӑнса кайрӗ; йӗри-тавра вӗсен тарҫисем йышлӑн кӗпӗрленсе пыраҫҫӗ. Юханшыв хӗрнелле тараҫҫӗ! — Пушкин нихӑҫан та ҫарҫынни пулман. Петр ҫав тепӗр Артамонов ӳссех пынине, вӑл хӑйне ытларах та ытларах сисӗнтернине, вӑл ӑна, чӑн-чӑн Петр Артамонова, пур ӗҫре те кансӗрленине туйрӗ. Апат тунӑ чух эпӗ Иван Иваныч доктор Ҫурҫӗр флотӗнче епле паттӑррӑн ӗҫлени ҫинчен сӑмах тухса каларӑм, ҫавӑн хыҫҫӑн эпир лесозавода кайрӑмӑр, унтан ҫӗнӗ поликлиникӑна, тата таҫта-таҫта ҫитрӗмӗр. Пуҫа ҫиет вӑл пирӗнне! Петр, сӗтел хушшинче, ҫурта умне ларса, хутсене чӑштӑртаттарать, шут шӑрҫисене шӑппӑн шаклаттарать, Алексей ӑна пулӑшать, Никита хӑва хуллисенчен карҫинкка авать. Пӗр вӑхӑтра тата Иван Никифорович хӳреллӗ ҫуралнӑ тесе те халлап сарнӑччӗ. Малтанхи самантсенче вӑл чунӗ ыратнипе асапланнине ҫеҫ туйнӑ, шӑл сурма пуҫланине хамӑр питех шута илмен самантри пек, ҫав асап ӑшра ерипен кӑна пухӑнса тӑнӑ, питех аптратман. Чиркӳ «ашшӗсем» аслӑ ученӑя: вӑл турӑран кулать, тесе пӗлтернӗ, вӗсем тӑрӑшнипе светски влаҫсем Брунона пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва пурӑнма кӑлара-кӑлара янӑ. Базаров хӑй тавра куҫӗпе пӑхса ҫавӑрӑнчӗ. Вӑл, туя ҫине тӗренсе, штаб ҫӳрекен автобусран Болгари столици варринчи площаде тухрӗ те, хӑйне ыталасса кӗтмесӗрех, хӑй ытамне ҫакланнине пурне те ыталама, чуптума тытӑнчӗ, — ҫавӑн чух унӑн суранӗ темӗнле ыратса илчӗ те лӑпланчӗ. Вӗсем ҫине пӑхатӑн та — Россия ҫӗр чӑмӑрӗн чи паха демократийӗ пулассине куратӑн! Сасартӑк ман хӑлхана темӗскерле юрӑ майлӑ сасӑ пырса кӗни илтӗнчӗ. Хӑйне хӗнеме пуҫласса кӗтсе, ним ӑнланмасӑр, Квакин пуҫне чиксе тӑчӗ. Марс туртӑмне хӑнӑхса аппарат хыттӑн силленет. Тӳррипе каласан, чӑн ҫулӗ те ҫук. Ятӑра та пӗлтертӗм сирӗнне… вӑл пӗлнӗ иккен сан ятна. Унӑн сассине темиҫе ҫын умлӑн-хыҫлӑн, хуллентереххӗн кӑшкӑрни хупласа лартрӗ. Праҫниксенче, хуҫасем собора кӑнтӑрлахи кӗлле кайсан, эпӗ ун патне ирпе пыраттӑм, вӑл мана спальняна хӑй патне чӗнетчӗ, эпӗ ылттӑн тӗслӗрех пурҫӑнпа тытнӑ пӗчӗк кресла ҫине лараттӑм, хӗрачи ман умма улӑхса ларатчӗ, эпӗ амӑшне хам вуланӑ кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартаттӑм. Ҫынсем патне ҫывхарма хӑятех-ши вара? Чӳрече хашаки ҫине хаҫат татӑкӗпе витсе типӗтме лартнӑ шапана, лашана, мулкача ҫапла пуҫҫапрӑм эпӗ. Каҫарӑр, тархасшӑн, ҫыпӑҫусӑр сӑмахшӑн! Хӑҫан килтӗн? Эпӗ ӳсӗр ухмах Р … офицере тивӗҫлипе тавӑрассинчен пӑрӑнни сире тӗлӗнтерчӗ пулмалла. Темиҫе хут та суя сехӗрленӳ пула-пула иртрӗ. Ҫулҫӳревҫӗсенчен нихӑшӗ те ҫак ҫӗршыва, кунти ӳсен-тӑрана пӗлмен пирки Гаррис ку вырӑнта ӳсекен хӑш-пӗр курӑксен ячӗсене пӗлтерчӗ. Адам Кисель воевода, академине час-часах хӳтӗленӗ пулсан та, бурсаксене обществопа хутшӑнтарман, вӗсене хытӑрах тыткалама хушнӑ. Этемӗн ыйтӑвӗсене епле те пулсан туллирех йӳнеҫтерни — телей вӑл… Анчах ытла хӑвӑрт, вӗрсе хӑпартнӑ пек, хулӑнланса кайрӗ, мӗскӗн, темӗн мар тепӗр тесен, качча тухӗ те ҫинҫелӗ. Чӑнах та, ку калаҫӑва вӑл хӑй малтан пуҫарса ячӗ; мана та ҫаплах туйӑнать… — Ҫитсе ӳкрӗмӗр, тӑванӑм! Лавкара тӑнӑ чухне малтан эпӗ хам вуласа тухнӑ пӗр виҫ-тӑват кӗнекере мӗн ҫинчен каланине приказчика каласа кӑтартнӑччӗ, халь ӗнтӗ ҫав эпӗ каланисем хама сиенлӗ пулса тӑчӗҫ: приказчик вӗсене юри урӑхла улӑштарса, ирсӗр пӑсса Петр Васильевича каласа ларатчӗ. — Шӑп кӑна хӗвеланӑҫӗнчен хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫул ҫинче-и? — тет малалла Талькав. Чӑннипе илсен, Ҫӗр тавра пӗтӗм пӗлет тӳпи ҫаврӑнса тӑрать (халь ӗнтӗ эсӗ ҫакӑ хӑвна ҫавӑн пек туйӑннине пӗлетӗн). Миките каллех аннӑ та юр ӑшӗнче ашма тапратнӑ. Пӗрре Павел патне пӗр комсомолка пырать те йӗре-йӗре Файло ӑна качча илетӗп тесе илӗртни ҫинчен, анчах пӗр эрне пурӑннӑ хыҫҫӑнах хирӗҫ пулсан та сывпуллашмасӑр ҫӳреме тытӑнни ҫинчен каласа кӑтартать. Эпӗ халь ӗнтӗ уйӑхӗпех аш ҫимесӗр пурӑнма та пултаратӑп. Тӑватӑ ҫул Ӗлӗкхи сасӑсӑр фильмри пекех, манӑн куҫ умне сехет тухса тӑрать, сехет йӗпписем ҫулсене кӑтартаҫҫӗ. Милиционер ӑна райкома каймалли ҫула кӑтартрӗ. Акӑ, пӑхӑр, план тӑрӑх вӑрман хатӗрлес ӗҫе ак ҫакӑнтан пуҫласа, вокзал патнелле илсе пымалла пулнӑ, сӑтӑрҫӑсем ӑна шалалла, вӑрманалла илсе кайнӑ. Ирхи апат хыҫҫӑн пурте канма выртрӗҫ, анчах Андрейӑн нар ҫине выртас килмерӗ. — Ӑҫта ирӗклӗ ҫӗр пулать, ҫавӑнта. «Сеньорита ӑна хирӗҫ тухса килме пултарнӑ, е Морисӗ вӗсем патне килне кӗнӗ пулӗ-и тен? Анчах пирӗн хӗрарӑмсем ҫук, ҫавӑнпа та пирӗн мӗн палӑртса хунине пурнӑҫлаймасӑрах вилмелле. Вӑрӑ-хурахсем мана ҫыран хӗррине антарса хӑварчӗҫ, хӑйсем вара каялла карап патне кайрӗҫ. — Паллашиччен эпӗ вӗсемпе питӗ интересленеттӗм. Пире ытти ҫынсенчен нимӗнпе те уйӑраймӗҫ вара. 1785 ҫулта ӑна Лаперуз килсе курнӑ, вӑл кунта хӑйӗн чапа тухнӑ ҫӳревӗсен вӑхӑтӗнче ӑслӑлӑх шыравӗсем хыҫҫӑн килнӗ. Вӗсем хушшисемпеле сулхӑнтарах евӗклӗ ҫил ҫапкаланса ҫӳрени сисӗнет, выляшать те вӑл, иртӗнет те, чечексене аялалла пӗкӗлтере-пӗкӗлтере чуп-тӑвать те. Темле хӗрарӑм макӑрни илтӗнчӗ, такам антӑхса каяс пекех ӳсӗрчӗ. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ ӗҫсене пула пирӗн кунсенчи чи лайӑх ҫӳревсенчен пӗрне тӑвакан яхта ҫыннисем ҫаксем пулаҫҫӗ. Вӗлерчӗҫ… Ҫук, тӑрас та ӗҫе тытӑнас пулать. Ыратнине сирсе ямалла. Пурте ларчӗҫ; — Ҫак хушӑра эпӗ майлӑ самант шырарӑм, Окленд портне кит тытакан «Пилигрим» карап пыриччен вӑл ҫаплах тупӑнмарӗ. — Икҫӗр аллӑ миль таранччен тискер ҫӗршыв тӑрӑхӗпе ҫӳреме питех те йывӑр, кунсӑр пуҫне Айртонӑн шайки, пире ҫак ӗҫе тума парас мар тесе, мӗнпур сукмаксене сыхлать пуль, тетӗп. — Пурте ӑна кунта теҫҫӗ. — Аникей Девяткин анкартине сӗтӗрсе кайрӗ ӑна… Мана — чӑпӑрккапа… йӗкӗтсене анкартине чӗнсе кӑларчӗ. Ун ҫийӗнче вара пурҫӑнпа кӗмӗл ҫеҫ пулӗ — ак мӗнлине тупса парӑп. Акӑ малти партӑсем хушшине хӗрачасем лара пуҫларӗҫ, пуҫтарӑннӑ халӑх ытти ирӗк вырӑнсене йышӑнчӗ, хисеплӗрех хӑнасем мала ирте-ирте ларчӗҫ, хӑшӗсем пукансем ҫине вырнаҫрӗҫ. Вӑл ӗнтӗ виҫҫӗмӗш ҫул темле тӑванӗсемпе, Чӗмпӗр купцисемпе, сутлашнӑ та, пурне те кашнинех ҫапла калать: — Чӗрӗ пулам мар, анчах вӗсене — ним юлмиччен аркататӑп! Вӑл, ман шутпа, куҫкӗретӗн политикӑллӑ плюссем парать, мӗншӗн тесен палатӑсен пӗртанлӑхне хытӑрах палӑртать. Пӑчка пӑрахса, вӑл пахчаналла кӗрсе ҫухалчӗ. «Хӑюсӑртараххӑн» тетӗп эпӗ, мӗншӗн тесен асап тени, чун-чӗререн хӗрхенес кӑмӑла хускатнисӗр пуҫне, темшӗн-ҫке, ҫав асапа чӑтса ирттерекеннине уйрӑмӑнах хисеплеттерет, эсир вара ӑна мӗнпе те пулин кӳрентересрен хӑрама пуҫлатӑр. Ман шухӑшпа, Хомутов: юлташ, санӑн ку ыйтӑва пуху пуҫтариччен партколлективра лартмалла. Аран ҫеҫ тарса ӳкет. Хӑй вӑл чӑнлӑха ӑнланма пултараймасть-ха… Пӳрчӗ сӑрт аяккинче тӑрать, ҫав хыҫал енчи чӳречи ҫӗртен ытла ҫӳлтех мар. Этеме йывӑрлӑха тӳсме мар, ҫуначӗсене сарса, ҫӳлте вӗҫме тунӑ. Вӑл мӗнле калать, учетчик ҫавӑн пек ҫырать. «Атте чухнехи пек мар ҫав! Стельковский туса панӑ кӑмӑллӑха пула улттӑмӗш ротӑна тӗрӗслесси те, пӗтӗмӗшпе илсен, чиперех иртрӗ темелле. Ҫук! — Ҫук, эпӗ ахаль лётчик кӑна, — тесе ответ пачӗ те Мересьев, хӑйӗн сӑмахӗсем хыҫҫӑн карчӑкӑн хускалман сӑн-пичӗ ҫинче пӗр харӑсах тӗлӗнни те, кӳренни те, тарӑхни те палӑрнине курса, чутах кулса яратчӗ. Давыдов, Разметновпа тата хӗрарӑмсен пуххинчен янӑ представительницӑсемпе пӗрле, ача-пӑча ясли тӑвас ыйтӑва тин ҫеҫ сӳтсе явса пӗтернӗччӗ. Адриана ку курнӑ ҫын пек туйӑнса кайнӑ, анчах васканипе вӑл ун ҫине тӗплӗнех пӑхса илеймен. — Ара, хамӑр мӗн туни пирки калатӑп-ҫке. Тен, ӑҫта та пулин ун пек ҫырма татах та пур-тӑр. — Ах, епле юрататӑп ҫав пушӑ чӗрчуна! — йӑнӑшса ячӗ Павел Петрович хурлӑхлӑн, аллине пуҫӗ хыҫнелле тытса. Иртнӗ каҫ пулса иртнинчен те хытӑ тӗлӗнчӗ; ҫӑвӑнчӗ, мӗн май килнӗ таран лайӑхрах тумланчӗ, хайхи леш, запорожецсенчен илнӗ тумтирне тӑхӑнчӗ, арчаран вил путек тирӗнчен решетиловкӑра ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак тӳпеллӗ ҫӗнӗ ҫӗлӗкне кӑларчӗ, Полтавӑра пурӑннӑ чух туяннӑранпа та тӑхӑнманччӗ-ха вӑл ӑна, тӗрлӗ тӗслӗ йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пиҫиххине те кӑларчӗ; ҫаксене пурне те саламачӗпе пӗрле тутӑрпа чӗркерӗ те вара, тӳрех Чуб патне тухса утрӗ. Ҫапла чӑтса кӗтни вара ҫитнӗ-ҫитнех! — Мӗншӗн эсӗ парӑма кӗрсе кайрӑн-ха? — тесе ыйтрӗ унран Пеночкин господин хыттӑн. Ачана ҫӗршыв историйӗпе паллаштарма та Макҫӑм музыкӑпах усӑ курчӗ, вара мӗнпур истори суккӑр куҫӗ умӗнче тӗрлӗ сасӑсем витӗр илтӗнсе-курӑнса иртрӗ. Бояркӑран губкомпарт та, эпир те телеграмма илтӗмӗр: «Бандитсем тапӑннине ответлесе, эпир, ҫак митинга пухӑннӑ ансӑр йӗрлӗ чугун ҫул тӑвакан рабочисем, «За власть Советов» бронепоездӑн команди тата утлӑ ҫар полкӗнчи красноармеецсем, темӗн пек йывӑрлӑхсем пулсан та, январӗн пӗрремӗшӗ тӗлне хулана вутӑ паратпӑр, тесе шантаратпӑр. — Шутласа пӑх-ха, епле ырӑ ҫын вӑл, ун пекки сайра тӗл пулать! — терӗ Наталья упӑшкине. — Ҫирӗм ҫул хушшинче унтан эпир япӑххине нимӗн те курман. — Аҫу-аннӳне те, пурне те ҫухатнӑ. — Вӑл хӑйӗн шухӑшне каласа пӗтерме пӗлмерӗ, ҫавӑнпа та, ассӑн сывласа илсе, калаҫма чарӑнчӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах, Наташӑна питрен пӑхса, ӑна темшӗн тав тумаллине туйса илчӗ. Кунӗ сивӗ тӑрать, ыйткалакансем кунта, хиртен варкӑшса килекен сивӗ ҫил айӗнче, иртенпех лараҫҫӗ. Ун тавра пӗтӗмпех пушӑччӗ — вӑл халӗ ҫеҫ патакӗпе шаклаттарса иртнӗ ҫӗртен никам та иртесшӗн мар пек пулнипе ҫавӑнта пайтахчен пушӑ вырӑн тӑрса юлчӗ. Сулахай енче сӑмала тултарнӑ тамӑк хуранӗсем, унтах йӑрӑ усалсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ. Ҫак чавсанай хыҫӗнчи ҫерем ҫинче Мишка Квакин ушкӑнӗнчи ачасем картла выляса лараҫҫӗ. — Ҫук, халь иртерех-ха. Пӑртак хӑюлланса, Лушка шиклӗн, вӗттӗн-вӗттӗн пусса, Макар еннелле утма пуҫларӗ. Жоржетта ӳксе урине ыраттарчӗ, кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл пуҫне сулса илчӗ, аллине хӑвӑрт ҫӗклесе куҫне шӑлчӗ те малалла каларӗ: — Шеллетӗп эпӗ ӑна, — вӑл аллӑ ҫула та ҫитменччӗ-ха, татах нумай пурӑнма пултаратчӗ. Вӑл ӑҫта килнӗ унталла пӑхкаланӑ пек пулчӗ, хӑй пермай ҫула тинкерчӗ. Анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Софья сасартӑк хаяртараххӑн калаҫни сисӗнчӗ, амӑшне ку ытлашши пек туйӑнчӗ тата шиклӗрех шухӑш ҫуратрӗ: «Михайлӑн кӑмӑлне каймасть ӗнтӗ ку…» Калама ҫук телейсӗр хӗрарӑм. Тырӑ пӗрчи те ҫавнашкалах. Вӑл йӑл кулнӑ чухне кашни питҫӑмарти ҫинче путӑксем курӑннӑ: пӗрре ҫеҫ мар, иккӗ ҫеҫ те мар, шӑпах виҫӗ путӑк; унӑн куҫӗсем унӑн вӑрӑм та кӗрен, сулахай енче икӗ пӗчӗкҫӗ турпаллиллӗ тутлӑ тутисенчен ытларах кулнӑ. Ҫывӑрма вӗсем малта пӳрте выртрӗҫ. Кистенёвка Троекуровӑн пулса тӑрать. — Юрӗ! — лӑпкӑн ҫеҫ чӗнчӗ амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе. Хутран-ситрен хирӗҫле сасӑсем те янӑракаланӑ, анчах вӗсем хытӑ мар тата кӗске пулнӑ. Фома сасси ҫӗнӗ ята кӑшкӑрмассерен, пурте, чӗнме пӑрахса, тӑнла пуҫланӑ, питленекен юлташӗ еннелле усал савӑшпа пӑха-пӑха илнӗ. — Морис! Морис! Хӑйӗнчен одеколон шӑрши ҫапатчӗ. Вӗсем ансӑр та тӑвӑр, кушаксемпе краҫҫын шӑрши кӗрекен пусма тӑрӑх иккӗмӗш этажа хӑпарчӗҫ. Вӑйӑ питех те ансат пулчӗ. — Сывӑ пулӑр! — терӗ амӑшӗ, кӑшт ҫеҫ йӑл кулмасӑр. Проливӑн кӑнтӑр ҫыранӗнчи Вутлӑ Ҫӗр ҫинче Сармиенто сӑрчӗ курӑнать, вӑл сывлӑшри архипелаг пек, чуллӑ ҫӑрсемпе купаланса тинӗсрен ултӑ пин фут ҫӳллӗшне ҫӗкленсе ларать. Атте чул илнӗ те ӑна чулпа яра панӑ, — аран ҫеҫ ҫӑлӑнма ӗлкӗрнӗ, тет, вӑл. — Унӑн ӑс-тӑнӗ ҫук-ха, сирӗн преосвященство. — Эсӗ пире ан ирӗксӗрле! Ҫимешкӗн вӑрларӑн-и вара? Сӑрта каҫ тӗттӗмӗ хупласа илчӗ. Вӗсем кӑнтӑр енчен, уйӑхлӑ чакӑл тусен хыҫӗнчен, Гусев карапӗн ҫулне касса ҫунатлӑ пӑнчӑ ҫӗкленнине асӑрхаймарӗҫ. 1957 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче вӗсем иккӗмӗш спутник ячӗҫ. Картиш варринче ҫаннине тавӑрнӑ, саппунне ҫӗкленӗ тулли кӗлеткеллӗ хӗрарӑм тӑрать, ҫӗре темскер сапать. — Саншӑн ним те мар пулсан, маншӑн пачах урӑхла, факт! Ҫак хушӑра, кимӗ яхта патне ишсе ҫитиччен, Эленпа Мэри Грант темӗн ҫинчен те шухӑшласа асапланса пӗтрӗҫ. Анчах Трюхина Разгуляйра вилме хатӗрленет, ҫавӑнпа та Прохоров, хӑйне сӑмах панӑ пулин те, хуҫа ачисем ун патне килме ӳркенсе, ҫывӑхри подрядчикпа калаҫса татӑласран хӑранӑ. Хавшаса ҫитнӗ хӗрарӑм! — Мӗн, сирӗн хурӑнташӑр-им вӑл? Иккӗмӗшӗ, Негорӑн усал алли пӑснӑ компас халӗ тӗрӗс мар кӑтартать, иккӗмӗш компас ӳксе ҫӗмӗрӗлнипе Дик Сэнд ун кӑтартӑвӗсене тӗрӗслеймест. Ҫавӑнтах пӗтӗм чунран, савӑнӑҫлӑн каласа хуратчӗ: — Ах, лайӑх-ҫке пурӑнма! Ӑнлан… — тесе хунӑ. Мӗн калаҫать вӑл? чӗнмесӗр ыйтать унӑн сӑн-сӑпачӗ; ҫӑварӗ вара, пӗрремӗш сӑмаха ҫӑмах ҫӑтнӑ пек ҫӑтма хатӗрленнӗ тейӗн, уҫӑлса тӑрать. — Ҫапла; тӗлӗнмелле хӗр вӑл, — терӗ Берсенев та. Кӗркунне-и е тӗрӗсрех — хӗл пуҫламӑшӗнче, ҫак ӗшнепе юнашар уй урлӑ оборона линийӗ выртнӑ пулас. Кунта Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсем нумайччен мар пулин те, паттӑррӑн та виличченех ҫапӑҫнӑ пулмалла. Катара, картишӗн шал енче, шкул ҫурчӗпе тӗрлӗрен хуралтӑ палӑрать. Пур ҫӗрте те тӗттӗм, шӑп. Ҫак ҫутта кӗл ҫути теҫҫӗ. Малтан вӑл хуҫӑк такан йӗрӗпе кайнӑ, ҫав йӗр хӑйне Каса-дель-Корво патне илсе пырать тесе шансах тӑнӑ вӑл. Ҫамки ун ҫара пылчӑк, лӳчӗркеннӗ кӗпи те пылчӑклӑ. Ҫук, чӑнах калаҫҫӗ ҫав: ирӗке кӑларни ҫынсене нумай чӑрмав кӳрӗ-ха, тесе. Шутласа та кӑларас ҫук! Пуринчен ытларах икӗ лашине те ман ҫири тумтир тӗлӗнтерсе ячӗ пулас. Иван Захарычӗ мӗн калассине вара никам та, ҫав шутрах вӑл хӑй те, пӗлмест, мӗншӗн тесен вӑл хӑй нимӗн те пӗлменнине тата никама та пулӑшма пултарайманнине хӑех лайӑх ӑнланать, ҫапах та хӑйне ӗненме ан пӑрахчӑр тесе тем те хӑтланать. — Эсӗ хӑв ҫине пӑхса ил, вара шӑпах ҫапла тейӗн. Хӑйӗн сӑмахӗ ҫине тӑрайман ҫынна каҫару пулмӗ тесе ху каларӑн вӗт эсӗ. (Кайран эпӗ Иконин вӗренме кӗмелли экзамен пама виҫҫӗмӗш ҫул килнине пӗлтӗм). Фома хӗр ҫине пӑхса илнӗ те нимскер те чӗнмен. Фабрикӑсенче ҫак чӑтма ҫук йывӑр ӗҫе ӗҫлесе миллионшар ҫынсем, чурасен темиҫешер йӑхӗсем вилсе пӗтнӗ, пурте — хӗрарӑмӑн кирлӗ-кирлӗ мар ирӗкӗшӗн. — Анчах вӑл шухӑша яланах пӑхӑнса тӑма ҫӑмӑлах мар ҫав. Сасартӑк ҫавӑ… пуҫсӑрскер пырса ҫитет. Шӗвӗр пӳрнене «шӗвӗр пӳрне» мар, вӗҫертсе яраканни, теттӗмӗр, сылтӑм куҫа — тӗллекен куҫ. Паньков редактор, писатель, Наркомпросра ӗҫлет, пӗтӗм Европӑна пӗлет, темиҫе чӗлхепе калаҫать, питӗ нумай пӗлекен ҫын вӑл, Чернокозов та ӑна хисеплет. Унтан король герцога акӑ мӗн каларӗ: — Нимӗн те тӑваймӑн, шӑла ҫыртсах чӑтма тивет, урӑх май ҫук. Пӗр чиркӳре эпӗ хӑйсене юрӑхпӑрах тытакан юрлакансене курнӑччӗ, анчах вӑл ӑҫта пулнине астумастӑп. Ҫук. Усал-ши? Эпӗ те ҫавӑн пек ҫӳреме пуҫласан, мӗн пулӗччӗ-ши? Сарай хыҫнелле кайса вӑл, хулпуҫҫийӗпе тата пӗҫерекен питҫӑмартийӗпе сарай стени ҫумне сӗвӗнсе тӑчӗ. — Чӑн-чӑн чикан эсӗ! — ӗнентерсе каларӗ счетовод. Тупӑ ҫаплах вӑтам палуба тӑрӑх ҫӳрет-ха. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пуль-ха. Пуля тӑнлав патӗнчен иртсе кайнӑ, тирне ҫунтарса илнӗ, урӑх ним те туман. Вӑл ман умра питӗрнӗ арча пек тӑратчӗ, ҫав арча ӑшне мана кирлӗ пӗр темле япалана пытарса хунипе эпӗ туяттӑм та ҫине тӑрсах ӑна уҫма пултаракан уҫҫи шыраттӑм. Тупӑннӑ ӑслӑ ҫынсем! «Чӑнах та имени пӗтӗмпех аппӑшӗн-ҫке», — шухӑшларӗ вӑл; ку шухӑш уншӑн килӗшӳсӗр пулмарӗ. Вал лассона пырса тытрӗ те ункине айӑпланӑ ҫыннӑн, халь те ним туймасӑр выртакан ҫыннӑн мӑйне хӑвӑрт тӑхӑнтарса хучӗ. Пӑрахутсем час-часах ҫапла тӑваҫҫӗ, сулӑ патне мӗн таран ҫывӑха пыма май пуррине курасшӑн вӗсем; хӑш-пӗр чухне пӑрахут урапи кӗсмен лапаткине хуҫса каять, лоцман вара ахӑлтатсах кулать: акӑ епле пултаратӑп эпӗ! тесе мухтанать ӗнтӗ. Мӗнле кӑмӑла каять сана — манмалла! Анчах Виолетта выляни вӗсене ҫавӑрса илчӗ. Питт государство умӗнче пысӑк айӑпа кӗнӗ ҫын пулнӑ. Анчах мӗн пирки пур-ха вӑл? Кӑнтӑрла ҫитнӗҫемӗн урамсенче лавсем йышлансах пычӗҫ. — Эсӗ нумай пакӑлтатакан пулса кайрӑн, Иван… — Сана мӗн? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Сасартӑк хӑраса ӳксен, пыршӑ-пакарта яланах ҫурӑлса каять. Хирте пӗр ҫын та ҫук тесеттӗмӗр-ха. Унта-кунта башибузуксем кӑна курӑнкалаҫҫӗ. Пӑлхарсенчен никам та хуларан тухмасть, пӗччен хӗршӗн тесен эппин хӑрасси тата та ытларах. Ҫӑрттан ҫапах та куҫҫульне кӑларчӗ-кӑларчех, куҫне ҫаннипе шӑлчӗ, анчах малалла та халичченхи пекех хӗрӳллӗн каласа кайрӗ: — Анчах эпӗ никам умӗнче те чӗнмесӗр тӑман ҫын, партин хупӑ пухӑвӗнче эпӗ сана та ярса илӗп-ха, Макарушка, ҫатӑрласа ярса илӗп те — ҫӑлӑнаймӑн та, пули-пулми ҫынна тӗл пулман эсӗ! — Тӑхта-ха, пачӑшкӑ, — терӗ те Артамонов каллех ачисемпе калаҫма тытӑнчӗ: — Ачамсем — ан уйрӑлӑр! Сӑрт ҫине хӑпарсанах вӑл шлепкине хывса ҫӗре пӑрахрӗ, хӑрах урине куклетрӗ, шпагине ҫаккипе пӗрле хывса, маркиза тӑсса пачӗ. Петр хапха патне чупса та ҫитменччӗ-ха, тул енчен алӑка шаккани илтӗнсе кайрӗ. Пирӗн панычӗ ӑсран тухнӑскер-ҫке! Ҫав тимӗр ункӑран ҫӑлӑнса тухма пурне те турӑн-и? — Ура хуман пулсан, эпӗ сана питӗ лайӑх ҫатлаттарнӑ пулӑттӑм. Пайтах алтрӑмӑр кӑҫал! Тӗлӗнмелле, Дик Сэнд Алвиш ҫыннисем хушшинче Гарриса та, Негорӑна та курмарӗ. Санин ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗ. — Анчах, паллах, манран нумай хитрескер ӗнтӗ! Пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ парӑмран тухаймасть. Саккун тӑрӑх эпӗ паллах, Осадчие йышӑнмасса та пултарнӑ — мӗнпур харкашу ун панихидине пула пуҫланчӗ, — тепӗр тесен, пурӗпӗрех мар-им ӗнтӗ? — Хастарлӑ ҫын вӑл Джон, маттур! — терӗ Гленарван, каютӑна кӗнӗ чухне. — Ҫапла, майор, анчах ҫанталӑк ирӗкӗнчен кӑна килет вӑл! Слесарь Павела тинкерсе итлесе ларать. Анчах, кӗмӗл чӑмӑркисӗр тата вак-тӗвек ӑпӑр-тапӑрсемсӗр пуҫне, эпир нимӗнле хаклӑ япала та тупаймарӑмӑр. Пире укҫа кирлӗ, укҫа ҫеҫ. Манӑн пурнӑҫ ыйтуне, манӑн чун ыйтуне татса памалла пулнӑ-ҫке-ха. Ҫавӑнтах унӑн хӗрӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ Настя, ҫавӑрӑнкалатчӗ; вӑл хӑйӗн симӗс куҫӗсемпе арҫынсем ҫине пӑхнӑ чух унӑн сӑмси шӑтӑкӗсем сиккелесе тӑратчӗҫ. Вунӑ минутран вӑл ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑнчӗ, тата тепӗр вунпилӗк минутран ҫулҫӳревҫӗсем Падди О'Мур фермин алӑкӗнчен кӗчӗҫ. Вара, вӑйӑ картине татса кӗрсе, вӗсем савӑнӑҫлӑ ташша хутшӑнчӗҫ те ҫавра ҫил пек ҫаврӑнма тытӑнчӗҫ. Жоржетта пакӑлтатнипе Гро-Ален вӑранмарӗ, анчах Рене-Жан аллинчи йывӑҫ кашӑк тирӗк хӗррине перӗне-перӗне янӑрасанах, вӑл хӑяккӑн ҫаврӑнса выртрӗ те куҫне уҫрӗ. Вӑл диван ҫывӑхнерех пӗшкӗнчӗ, хӑрах ури ҫинче тӑрса, пӗр аллипе сӗтел ҫине тӗренчӗ те мана ун чухне чи ҫепӗҫ сӑпайлӑх пек туйӑннӑ ӑшӑ кулӑпа калпакне пуҫӗ тӑрне ҫӗклерӗ: — Айӑп ан тӑвӑр эсир мана, Наталья Николаевна? — терӗ вӑл. Нимӗҫсем паян ҫапӑҫма пуҫлассине пӗлсе, кунта вӑл ҫӗрлех куҫса килнӗ-мӗн. — Ҫук, ҫук, о ҫук!.. Кайнӑ чухне, вӗсем ӗнтӗ юнашар ларса пыратчӗҫ, Ромашов сылтӑмалла тайӑлнӑччӗ те лашасем, сакӑлталлӑн сиксе, сарлака купарчисене йӑкӑлт-йӑкӑлт ывӑтса, экипажа ту ҫинелле хӑпартнине пӑхнӑччӗ, Бег-Агамалов ун аллине сӗмлӗхпе шыраса тупрӗ те ӑна ыраттармаллах хыттӑн та вӑраххӑн чӑмӑртарӗ. Кусем, йӑвашшӑн каласан, — скептиксем. Патак, патак, патак, пиллӗкмӗш, ҫирӗммӗш, ҫӗрмӗш… Эпир пурте — пӗр амӑш ачисем, тӗнчери пур ҫӗршыври рабочи халӑхӑн тӑванлӑхӗ ҫинчен калакан никам ҫӗнтерейми шухӑша ырлакансем пулса тӑратпӑр. Анчах шанӑҫа ан ҫухат, Аксель. Эс мӗн тесен те пур енчен те юрӑхлӑ: ҫамрӑк, чипер сӑнарлӑ, летчик. Сутрӗҫ. Ним тума та ҫук. Вӗреннӗ европеец Муромски хӑйӗн тӑшманӗ патне пырса ӑна кӑмӑллӑн сывлӑх суннӑ. — Курӑнсах тӑрать — ӑслӑ ача! Эпӗ тӗлӗнмелле пӑлхантӑм: савнипе тӗл пулма кайрӑм та — пӗр-пӗчченех таврӑнтӑм пек, такамӑн телейӗ ҫумӗнченех иртсе кайрӑм пек туйӑнчӗ. Ҫак самантра хыттӑн кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ, курӑкпа хупланнӑ кимӗ патнелле пӗр вунӑ ҫын тапса сикрӗҫ. Ҫапла каласа Тарас хӑйӗн хӗҫне туртса кӑларчӗ. Пилӗк сехет ҫурӑ тӗлӗнче урамра урапа сасси илтӗнчӗ. Лешӗ кӗтмен ҫӗртен аллипе хӑмсарса ячӗ те пӗрре ҫапсах индееца ҫӗре персе ӳкерчӗ. — Пӗлтеретӗп сире: сӑмахсем калама ирӗк пама пултараймастӑп… Анне вилсен, маншӑн ача чухнехи телейлӗ кунсем иртсе кайрӗҫ, ҫӗне тапхӑр — ҫамрӑклӑх тапхӑрӗ пуҫланчӗ; анчах эпӗ мӗнле шухӑш-камӑллӑ, туйӑм-сисӗмлӗ ӳсесси ҫине тарӑн та ырӑ йӗр хӑварнӑ, манпа урӑх курнӑҫайман Наталья Савишнӑпа ҫыхӑннӑ асаилӳсем пӗрремӗш тапхӑра кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа ун ҫинчен, вӑл епле вилни ҫинчен темиҫе сӑмах хушса калам. Малтан ӑнланмарӗ вӑл ман сӑмаха, анчах эпӗ хам пултарнӑ таран ӑнлантарса патӑм та, вара вӑл пуҫне сулкаласа каларӗ: — Пулать ӗнтӗ, вӑл пуҫ ҫавӑрттармӑш япала ҫав!.. Ун пек ӗҫ мар ку, — терӗ Иван Иванович мӑнаҫлӑн, яланхи пекех килӗшӳллӗ, «ӑна килӗшӳпе татма ниепле те май килмест. — Эсир ҫеҫ мар вӗт; ответлеме шутлатӑр-и е ҫук-и? — терӗ ҫамрӑк профессор, анчах Иконин ун ҫине пӑхмарӗ те. Вӑл ҫӗнӗ чурасене туянма чарнӑ, анчах унчченхи чурасене ирӗке кӑларман. — Хӑвалатӑн-и? Телейсӗр хӗрарӑм пурпӗрех хӑйӗн упӑшкинчен пӗр пӗччен тӑрса юлас ҫук. Хӑйӗн пӳлӗмне вӑл ӗмӗтрен тенӗ пекех тунӑ, пӳлӗме вара ҫурт ҫити ӳснӗ. Алӑк уҫӑччӗ, ҫавӑнпа эпӗ кӑшт турра кӗлтума кӗрес терӗм. Тимлӗн кӗлтӑвакан священнике куртӑм та унран ак ҫакна пиллеме ыйтасшӑн пултӑм. Леш тӗнчере шуйттансем ҫунтарччӑр ҫав хӗрлӗ ӳтлӗ вӑрӑсене! Эпӗ сана ҫак бизона парнелесе паратӑп, эсӗ хӑв та ӗнтӗ ҫавӑн пек тума тӑрӑш, — тенӗ. Павел ку сӑмахпа килӗшсе, хӑйӗн аллисене унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. — Эсӗ вуласа пӑх вӗсем ҫинчен, вара хӑв та йӑлтах пӗлӗн. Анчах Ерофей Кузьмич Макарихӑна сӑмах хушма ӗлкӗреймерӗ. Ровоама хаджи унпа килӗшмесӗр пуҫне сӗлтсе илчӗ. Ачасем — асап кӳрекенсем ҫеҫ, урӑх ним те мар. Рельссем тӑрӑх хурҫӑпа витнӗ тӑватӑ вагонлӑ «Запорожец» бронепоезд хуллен чупкаласа ҫӳрет. Кӑвайт кунтан курӑнмастчӗ, анчах та вӗлтӗрти хӗрлӗ ҫутӑ, инҫетри шуҫӑм шевли евӗр, вӑхӑтран вӑхӑта ҫывӑхри юмансен ҫийӗпе хӑвӑрттӑн йӑкӑр та йӑкӑр чупа-чупа иртрӗ. — Вӑл та, — терӗ тепӗр хут Базаров, кӑмӑллӑн пуҫ тайса. Тухса пӗтейми савӑнӑҫпа тулса ларнилӗхӗн туйӑмӗ. — Чим, Оля, — мӑкӑртатса илчӗ Женя, — мӗн пулнӑ сана? — Час эпӗ йӑлтах сывалса ҫитетӗп, тавтапуҫ сире… Чулсем айне пулнӑ. Бӑрзобегунек икӗ хут персе пӗр тӗрӗке амантнӑ, анчах хӑйне те тӗрӗксем персе пӑрахнӑ. — Куна сире майор Бурназян каларӗ пулӗ-ха? Ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ! Ӑна хӑйне те ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне шутлама пултараҫҫӗ: урасӑр ҫынна вӗҫекен состава мӗнле яратӑн-ха? — Мӗн вӑл сан, тахҫантанпах ҫапла хаяр-и? — хыттӑн та уҫҫӑн ыйтрӗ Огарнова; ҫак ыйтупа вӑл Воропаев горкомра ӗҫлекен хӗрачапа ҫыхӑннине пӗтӗм районран пухӑннӑ ҫынсене пӗлтересшӗн пулчӗ пулас. — Ӑна хам та куратӑп-ха, — терӗ те вӑл, кулса ячӗ. Ман вырӑнта эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Ку Лиденброк профессор теорине хирӗҫ пынӑ; ҫӗр айӗнче шалта ҫунса тӑракан вӑйлӑ вут ҫӗр хуппин ҫиелти сийӗсене те вӗрилентерсе, Хӗвел ҫуттине курмасӑрах ӳснӗ йывӑҫ-курӑксем чечеке те ларайман, ырӑ шӑршӑ та кӑларман, анчах вӗсен тымарӗсем Ҫӗр ӗмӗрӗн малтанхи кунӗсенчех вӗри тӑпра ӑшӗнчен вӑйлӑ ӳсӗм сӗткенӗсене сӑхса пурӑннӑ. Ҫак сӑмах ҫинче вӑл чарӑнчӗ те хӑйӗн чӗлӗмне тултарма тытӑнчӗ. Тӗттӗм пулса ҫитейменччӗ. Огнянов пӗр-ик сӑмахпа Радӑна мӗн пулни ҫинчен Соколова каласа пӗлтерчӗ. Гусев мотора чӗртрӗ, анчах винт кахаллӑн ҫаврӑнкаларӗ те чарӑнчӗ. «Ҫывӑрать-ши ман ҫутӑ куҫлӑ Ганна?» шухӑшларӗ вӑл, хайхи леш, чие йывӑҫҫисем хушшинче ларакан пӳрт патнелле ҫывхарса. Ҫав ӗнентерӗве Татаринов капитан Николай Иваныч фон-Вышимирские зкспедици ӗҫӗсене туса пыма хушса панӑ пулать. Часах астрономсем тата ытларах пӑлханса ӳкнӗ: 1804 ҫулта Юнона текен виҫҫӗмӗш планетӑна курнӑ! Апла мар! Анчах турӑ шеллет-ха! Халь эпир пӗр тӑвансем, монсеньер. Сӗтел ҫинче пистолетсем, карабинсем, мушкетсем пулчӗҫ иккен; йӗркипе сарса хунӑ хӗҫпӑшалсем хӑйсене илекен алла кӗтсе выртнӑ пекех туйӑнать. Магноли йывӑҫӗсем айӗнче тӗттӗмленсе ҫитме пуҫларӗ. Тӗттӗмре мӗнпур япаласем пӗрре шӗвелсе, тепре ҫӑралса, хӑйсен сӑнӗсене ҫухатнӑ пек курӑнаҫҫӗ, анчах Монтанелли пичӗ вилнӗ ҫын пичӗ пек шуралса кайнине сӑнамашкӑн ҫапах та ҫутӑ ҫителӗклӗ пулчӗ. Хористкӑсемпе хӗрарӑм ҫӗвӗҫсем унӑн ҫӑмламас аллинчен укҫасене тӑпӑлтарсах илетчӗҫ, вӑл вара ахӑлтатса: — Ку сире валли мар! — Апла пулсан, тишкерсе пӑхма халех тухса утар, — терӗм эпӗ. — Эсир килнӗ чухнех хваттер уҫӑччӗ-и, Павел ун чухнех ҫукчӗ-и? Баймакова тата та ытларах хӗрелсе кайса: «Ашшӗ вӗрентсе яман-ши ӑна?» — тесе шухӑшласа илчӗ. — Ачасем, хӳтлӗхе! — тесе кӑшкӑрчӗ Том. Эпӗ хӑш чухне: телей, манӑн телей, айккине тӑрса юлнӑ, урӑхла каласан — иртсе кайнӑ тесе шутланине, ҫав шухӑш ман пуҫа час-часах пырса кӗнине пӗлетӗн-и эсӗ?.. Ӗлӗк те ӑна мана виҫепе ҫеҫ — тӗпренчӗк ҫеҫ панӑ та… Флот утрав тавра кайрӗ, эпӗ хам чи малтан шлюпкӑна курнӑ вырӑна тӳрӗрен-тӳрӗ каялла кайрӑм. Вӑхӑта ҫухатма юрамасть. — Сирӗн тата? Ҫуркунне вара татах мана тара тытма пырать! — ҫапла каларӗ те хура ҫӗлӗкне Давыдов ури айнелле вӑркӑнтарчӗ. — Ытла та ҫӑмӑл пек капла… Кирек мӗнле пулсан та Иван Никифорович ҫак кӗске хушӑра дворянина тивӗҫлӗ пек йӗркеллӗ тумланса ӗлкӗрни пурне те тӗлӗнтерчӗ. «Вӑл темле мӑн кӑмӑллӑ хӗр, — терӗ аннеҫӗм тепӗр кунне. — Шутласа пӑхӑсӑн — унӑн гризетка сӑнӗпе мӗн мӑнкӑмӑлланмалли пур-ши?» Чарльтон Говита колонин правительстви пӗр ӗҫ хушнӑ. Е мӗнле те пулин инкек тупӑнчӗ-им? — терӗ Ергушов. — Сирӗн пӗччен юлас килнӗччӗ-и? — хӑй кӗтнӗ пек пулманшӑн кӑмӑлсӑрланса ыйтрӗ мустангер. Эпир чӑнах та Питер Уилксӑн тӑванӗсем; пӗр-ик кунтан, япаласене илсен ҫакна ӗнентерме пултаратпӑр. Ҫынсем темскер ҫыхнӑ, каснӑ, татнӑ, чутланӑ, пӑтасем ҫапнӑ, пур ҫӗрте те кӗпе ҫаннисене чавса таран тавӑрнӑ пысӑк алӑсем вӗлтлетсе тӑнӑ. Ҫынна кирек мӗнле элеклесен те вӑл, чӑннипе илсен, унтан ҫирӗм хут начартараххине тивӗҫлӗ. Ак сана интеллигент сӑнарӗ! Ун чухне вара аслӑ вӑрҫӑсем пулса иртеҫҫӗ, ӑнланмалларах каласан, ик ураллӑ кайӑксене хупӑрласа илеҫҫӗ те, вара вӗсем йӑхӗ-йӑхӗпе вӑйлисен сӗтелли ҫине кӗрсе ӳкеҫҫӗ. — Анчах хӑҫан хӑпарма чарӑнасси паллӑ мар, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. — Павел ҫавӑн пек тутарасшӑн пулнӑ пулсан, — терӗ вӑл, — тата эпӗ сире кансӗрлемесен… Малти тӑвӑр пӳлӗм сасартӑк, ҫепӗҫ кулӑпа та янӑравлӑ пакӑлтатупа пӗрлех, тул сиввин, духисен, пудрӑсен те ҫеп-ҫемҫе сӑран перчеткесен шӑршипе тулса ларатчӗ, — капӑр тумлӑ хитре хӗрарӑмсен бал умӗнхи тытса илме ҫукла ҫав тери вӑйлӑ пӑлхантаракан шӑршипеле. Епле-ха эпир ун ҫинчен аса илмен? Пурнасси пулмасть пирӗн ҫутӑ тӗнчере, ҫисе яраҫҫӗ пире санпа иксӗмӗре, пач ҫисе яраҫҫӗ вупкӑнсем… — Э-ди-от. Ермолай кӗл ҫине хурса ҫӗрулми пӗҫернӗ вӑхӑтра эпӗ тӗлӗрсе кайрӑм… Инҫетри утрав Калама ҫук вӑйлӑ тӑвӑл кӗрлерӗ ҫав кунхине тинӗс ҫинче. Сасартӑк тӗшмӗшле сисем вӗҫсе илчӗ манӑн пуҫра: мӗнле те пулин синкер сиксе тухмӗ-и вара кунран? — Мӗншӗн чӗнместӗн эсӗ? Ну, каласам хӑвӑртрах, савӑннӑ пулӑттӑн-и эсӗ ҫакӑншӑн е саншӑн пурпӗрех-и? — Мӗнле калас-ха сана, Олеся? — такӑнкаласа пуҫларӑм эпӗ. Хытах хӗнерӗ пулас эсреллӗ пуҫӗ! Санӑн куҫусем сӑрӑ е хурҫӑ тӗслӗ пулмалла. Дикарьсем вӑтам пӳллӗ, хӑмӑртарах сарӑ тӗслӗ ӳтлӗ, пысӑк саслӑ ҫынсем пулнӑ, вӗсем ярӑмланса тӑракан хура ҫӳҫӗсене пӗр ҫӗре ҫыхса шурӑ тӗксӗмпе илемлетнӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех тӑхӑннӑ кӗпипе шухӑша кайнӑ пичӗсем ҫак ача Европӑри вӗренӳсемпе паллашнине астутараҫҫӗ. Эрне малтантарах ҫеҫ Эмми хӑй Тома юратнине каласа панӑ-мӗн. Ҫав ҫичӗ кӗске кун хушшинче Том хӑйне хӑй, мӑнкӑмӑлланса, тӗнчери чи телейлӗ арҫын ача вырӑнне шутланӑ. Халӗ акӑ ҫав хӗрача, ӑнсӑртран самантлӑха килсе ларнӑ хӑна пекех, пӗр самантрах Том чӗринчен тухса кайрӗ. Таҫталла утнӑ май хам тӗллӗн сӳпӗлтетсе пытӑм, ҫапла тӗлӗнмелле сӳпӗлтетсе пыни хама тем пек килӗшмерӗ. Мистер Кольхаун, эсир ӑнланма кирлӗ: сирӗн ҫапӑҫу вӑл ытти ҫынсемшӗн, ҫав тӗлӗшрен ним чухлӗ те интересленмен ҫынсемшӗн хӑрушӑ. «Ҫук! Кун пек майлӑ мар… Ну, каласам ӗнтӗ; мӗншӗн эс чӗлхӳне кӑларса тутуна ҫуласа пыран? Канашласа ларакансем кулкаласа илчӗҫ, табак туртса ячӗҫ те хайхискер, акмалли норма ҫинчен тӑракан ыйтӑва тимлӗнех сӳтсе явма тытӑнчӗҫ. Урампа вӗҫсе пынӑ чухне тахшин хама чӗннине илтрӗм. — Ҫитет, тӑванӑм, ан ҫӗмӗр; ку урок вырӑнне пултӑр, катемпи пек, вырӑнлӑ пулать. — Утрав! — тесе кӑшкӑрать пичче. Каҫарӑр, — терӗ Марья Николаевна тепӗр хут паҫӑрхи пекех йӑл! кулса; вӑл Санина пуҫпе сулчӗ те, хӑвӑрт ҫаврӑнса, алӑкран кӗрсе кайрӗ; Лайӑх хӗр пулмалла. «Ӗҫ, усал сана та вӗҫне ҫитерӗ» — ҫак малтан каласа хуна сӑмахсем ыттисемшӗн пӗтӗмпех тӗрӗсе килчӗҫ. Калас пулать, пиратсем юрланӑ ҫак сӑмахсенче:Ҫитмӗл пиллӗкӗшӗ те таврӑнаймарӗҫ килеПутнӑ вӗсем пурте тинӗс авӑрӗнче, —тесе каланинчен пирӗн «Испаньола» телейлӗрех пулчӗ. Давыдов сӑнанӑ тӑрӑх, лашасене пӑхас тӗлӗшпе Яков Лукич никамран та ытларах тӑрӑшать. Паян пирӗн пурин те пуҫтарӑнмалла пулать, Панагюриштине кама ярас пирки калаҫса татӑлмалла. — Ӑҫтан пӗлен, Грант капитанӑн арӑмӗ тата ачисем те пулӗ… Руле ҫиле майлӑ тытрӑмӑр. Анчах та мӗн-ха ӗнтӗ ку? — Ача, — терӗ Елена, ун хыҫӗнчен пӑхса. Амӑшӗ ӑна алӑран ҫавӑтса пырать. Юнашарах, костылӗсемпе такӑлтаттарса, Макҫӑм пичче утать, пурте вӗсем хӗвелпе тата ҫилпе лайӑхах кушӑхнӑ ҫырӑн тӗмески патнелле ҫул тытрӗҫ. — Сана оброк тӳлемен мужиксене-и? Хӑрасси вырӑнне Трухачевские ҫавӑнтах урӑх шухӑш пырса кӗчӗ пулас: суйма юрать-и, юрамасть-и? Пӑрахар-ха ку ӗҫе: паян вӑхӑт ҫитмен-ха унпала хӑтланмашкӑн, выляр луччӗ. Ромашов Назанский ҫине именӳллӗ тавлӑхпа пӑхса илчӗ. Питӗ лайӑх! — Мӗн Лукашка! Хырӑм выҫҫи кӑна малалла хӑвалать; ун пуҫӗнче мӗн пурри те пӗр шухӑш ҫеҫ вӗлтлетсе иртрӗ, кам пӗлет, тен, Бил те ҫухалса кайнӑ пулӗ, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Шхуна экипажӗ ҫын сахалран пӗр шлюпкӑна кӑна усӑ курма пултарчӗ — ҫакӑ сунара йывӑрлатрӗ. Шел, анчах та эс вылянине атте илтеймест-ҫке. Ҫав тери тарӑн кӳлӗ шывӗ ҫинчен илсе виҫсен унӑн тӳпи ҫӳллӗшӗ пилӗкҫӗр фут, ҫулҫӳревҫӗсем ҫав хӑвӑл тӑрӑх ҫӗр километр кайсан та вӗҫне тухайман. Пурӑнӑҫ пит йӑпатать, Иван Иванӑч… Ольховка ялне, пӗтӗм таврари тӗнчене ҫӑлтӑрсӑр-мӗнсӗр кӗрхи сӗм-тӗттӗм каҫ хупласа илнӗ. Хӗрарӑм пысӑк тутӑрне сарчӗ те, пуҫне алли ҫине хурса, выртрӗ. Император пурӑнакан пӳлӗмсем шалти, иккӗмӗш картишӗнче. Ман вӗсене пит курас килчӗ, анчах ҫак ӗмӗт вырӑна килмерӗ, мӗншӗн тесен пӗр картишӗнчен тепӗр картишне кӗмелли тӗп хапхин ҫӳлӗшӗ вунсакӑр дюйм, сарлакӑшӗ ҫичӗ дюйм анчах. Давыдов чарас ҫук, а укҫа мана хуҫалӑхра шӑпах кирлӗ: ӗне туянӑп, пӗр вунӑ сурӑх, сысна ҫури илсе ярӑп, вара пурнӑҫ, савӑнӑҫлансах кайӗ… — чарӑнма пӗлмесӗр сасӑпах шухӑшлама пуҫларӗ Ҫӑрттан мучи, вара, Антип килӗшнипе хавхаланса, сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ӑйӑрсем, калас пулать, мана йӑлӑхтарчӗҫ, ҫитменнине тата хӗлле ҫӳрересси мана килӗшмест те. Пӗр тумлам тар тухман! Пӗр пӗрчӗ хӗлӗх йӗпенмен! Анж Питу та, д`Артаньян пекех, рыцарь пулнӑ тесе шутлама вӗрентетчӗ. Пӗррех пӑшалпа перетӗн!.. Вӑл ҫӑвӑнса хӑмач кӗпине тӑхӑннӑччӗ кӑна, сасартӑк алӑк ҫӑрийӗ чӑклатрӗ те, пӳлӗме патак тытнӑ Христофор атте, хулӑн пир сӑхманӗ ҫийӗн хӑмӑр пурҫӑн рясине, шӗлепкине тӑхӑннӑскер, кӗрсе тӑчӗ. Ӑна ыттисем те пулӑшрӗҫ, ҫакна кура эстрада ҫинчи мӑшӑр ҫил вӗҫтерсе янӑ пекех сирӗлет. — Тӗрӗсси, тӗрӗсех ӗнтӗ. — терӗ Радуб. Илемлӗ вырӑн. Килте эпӗ хам тетрадь ҫине: «Памва Берындӑна вуламаллах», тесе сырса хутӑм, — хам ӑша вӑркаттаракан темӗн чул ыйтӑва хирӗҫ мана ҫав Берындӑра ответ тупассӑн туйӑнса карӗ. Мӗн-пур пек пурнӑҫу — малта; туслӑх, юлташлӑх тӗлӗшпе те пуян пулӑн эс. — Ӑҫта шыраҫҫӗ вара ҫав йытта? — Эсӗ нимӗн те ӑнланмастӑн, — йӗрӗнчӗклӗн каласа хучӗ Володя. Витӗр ҫӳреме май пур пӗр килхушши варринчи вараланчӑк, алӑксӑр-чӳречесӗр стена ҫинче куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ путӑксем курӑнса тӑраҫҫӗ. Том тарӑхмаллипех тарӑхса кайрӗ, — ӑна яланах хӑй мӗн тӑвас килменнине ирӗксӗр тутараҫҫӗ тесе ӳпкелешме тапратрӗ. Саша, хулпуҫҫийӗсем ҫине сарлака шупка капот уртса янӑ та, пӳлӗм варринче тӑрса, хӑйӗн урисен вӗҫӗнче выртакан ҫынна:— Ман чун ҫинчен калаҫма пултараймастӑн эсӗ… — тенӗ пусӑрӑнчӑк сасӑпа. Калӑп эпӗ вӗсене; чӑн, эпӗ неуч! Ӗҫ Саниншӑн та ҫаплах пулса пычӗ пулмалла… Хӑш чухне, хреснашшӗ ҫине пӑхса, вӑл сехӗрленес патнех ҫитнӗ, хӑш чухне, ӑна курсан, ун пӗтӗм ӑшчик хирӗҫсе кайнӑ… — Ун валли хӑварас килмест, — терӗ вӑл хыттӑн, эпӗ вара ҫав портрета столовӑя илсе кайрӑм та минтерсем хушшине хурса одеялпа тирпейлӗн чӗркесе ҫыхрӑм. Анчах Алексей хӗре хӑваласа ҫитме пуҫласа аллине ун патнелле тӑссанах, вӑл сасартӑк кушакла ҫаврӑнӑҫулӑхпа тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те янравлӑн кулса урӑх ҫӗрелле ыткӑнчӗ. Вара мана тӗртсе: — Кай аяккалла! — теме тапратрӗ. Вӑл ҫапла калӗччӗ: «Ҫук, тем парсан та килӗшместӗп!..», эпӗ калӑттӑм: «Нехлюдов князь! Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра выртакансем ун ҫине тӗлӗнерех, ӑнланмасӑртарах пӑхса юлчӗҫ. Вӑл пӗрмай куҫса ҫӳрет, унӑн куҫса ҫӳрес вӑйӗ ҫӗр ҫинчи вӑйлӑ ҫилтен темиҫе хут ирттерет. Августӑн 25-мӗшӗнче тинех ҫулҫӳревҫӗсем чугун ҫулпа Калифорнин тӗп хулине ҫитрӗҫ. — Эсӗ килосемпе пирӗн пуҫа ан пӑтрат! Унӑн тӑл-пӗвӗ пӗтӗмпех хытӑ щит айӗнче, вӑл хӑйӗн акӑш мӑйӗ пек вӑрӑм карланкине шыв ӑшӗнчен тулалла вӑтӑр фут тӑршшӗ тӑсса кӑларма пултарать. Акӑ камсӑр манпа юнашар ларать… Малтан ҫыран хӗрринче вӑйлӑ тӑвӑл умӗнхи пек шӑплӑх тӑчӗ, унтан пурте калаҫма пикенчӗҫ, вара пӗтӗм ҫырӑн кӗрлесе кайрӗ. Мӗн чухлӗ мул! Кандыба укҫана часах тупрӗ, унӑн сӑн-питӗнче тулли кӑмӑллӑх палӑрчӗ. — Упаленетчӗ апла? — тепӗр хут ыйтрӗ Юргин. Пӗр салтакӗ, Озерова курмасӑр, вӑл кӑшкӑрнине те илтмесӗр, тӳрех ун ҫинелле чупать. Эпӗ экзамен сӗтелӗ патне пыракансем ҫине питӗ лӑпкан пӑхрӑм, хӑшпӗрисенчен йӗкӗлтесе илме те хӑйрӑм. Эпӗ кунта хам хуҫампа нумай хут калаҫнӑ тӗп ыйтусене кӑна ҫутатса патӑм. Халӗ эсир мана каҫарӑр, манӑн сире пӗр минутлӑха пӑрахса хӑвармалла пулать. Тухатнӑ кукӑле эпир чашӑка хунине Нат пӑхмарӗ, чи тӗпне, апат-ҫимӗҫ айне, эпир виҫӗ шӑвӑҫ тирӗк чиксе хутӑмӑр, ҫак япаласене пурне те Джим чиперех илчӗ, пӗччен юлсан, вӑл, кукӑле хуҫса, вӗрене кӑларса илчӗ те ӑна хӑйӗн тӳшекӗ айне пытарчӗ, ун хыҫҫӑн тирӗк ҫине кукӑр-макӑрсем чӗркелесе кантӑкран ывӑтрӗ. Иленька, хирӗҫ тӑма шутламанскер, аллипе пуҫне хупӑрларӗ кӑна. Унтан шӗлепкине тӑхӑнса пӳлӗмрен тухрӗ. Тинӗс хӗрринчи чул хӳме ҫинче, унтан тата площадьре те, вӑрҫӑччен Союзтранс кантурӗ вырнаҫнӑ тата яланах шавлӑ пулнӑ вырӑнти тинӗс вокзалӗн ишӗлчӗкӗсем патӗнче, халӗ ҫынсем курӑнмаҫҫӗпе пӗрех.. Ҫурт умӗнче, крыльца ҫинче тӑракан Мартӑпа манӑн хӗрӗм, юлашкинчен пире «сывпул», тесе аллисемпе сулчӗҫ; кучер шӑхӑра-шӑхӑра хӑвалакан лашасем сиккипе вӗҫтерсе, пире Альтон ҫулӗпе илсе кайрӗҫ. Икӗ кун иртрӗ! — Вутӑ паратӑр пулсан — каятпӑр, памасан — паровоз сӳнсе лариччен поезда запас ҫул ҫине куҫарӑр! — терӗ машинист станци начальникне. Вӑл хӑй клоун пулас тесе шутлани ҫинчен аса илчӗ, анчах халӗ ун ҫинчен шухӑшласси ӑна йӗрӗнмелле туйӑнчӗ. Чемоданӑма урапа ҫине хума хушрӑм, вӑкӑрсене тӑварса лашасем кӳлме каларӑм та аялалла, улӑх ҫинелле, юлашки хут ҫаврӑнса пӑхрӑм, — ту хушшинчен хумлӑн-хумлӑн тапса тухнӑ ҫӑра тӗтре улӑха пӗтӗмпех хупласа илнӗччӗ, ҫав енчен пирӗн пата пӗр сас-чӳ те ҫитеймест. Анчах каҫсенче Коперникӑн пушӑ вӑхӑчӗ чылай пулнӑ, ҫавӑн чухне вӑл хӑй пит юратакан ӗҫе — астрономи ӗҫне туса пынӑ. «Палланӑ ҫынсенчен хӑшин патне те пулин каять пулӗ-ха», — шухӑшларӗ Нагульнов, лашине йӗр тӑрӑх ерипентерех юрттарса. — Ҫапла, ырӑ ҫыннӑм. Динго «Вальдек» ҫине икӗ ҫул каялла ҫеҫ лекнӗ. Кӗпӗрнесем тӑрӑх ҫӳрӗп, пур ҫула та тупӑп! Ку ушкӑн Казондене Ибн-Хамис караванӗнчен пӗр эрне малтан ҫитрӗ. Полеонтологи ӑслӑлӑхӗ ҫав шайра тӑнине шута илсен пирӗн пичче мӗншӗн ҫав тери тӗлӗнсе хавасланнине ӑнланма хӗнех те мар. — Пӗр енчен, Грассини кирек мӗн патне пырса перӗнсен те пур япала та хӑй пекех кичем пулса тӑрать. — Вӑл ҫӗр хӗрӗх тӑватӑ ҫулта, — тарӑхса хирӗҫ тавӑрчӗ Шубин. — Ҫарта мар ҫав вӑл. Ҫапла туса вӑл хӑй ҫӗнтерессин ҫур шанчӑкне пӗтернӗ пулин те, ҫӗнтермелле пулсан та пуҫран ҫапнипе кӑна ҫӗнтерме пултарнине аванах пӗлсе тӑнӑ. Эсӗ пӑртак тӑхта-ха, эпӗ пӑхкалам сана, сӑнакалам, тен, вара укҫасӑрах юратӑп… Пичкесем, михӗсем, ещӗксем тиесе тултарнӑ йывӑр досчаник паруспа пырать, — хӳрере кӑкри ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ ҫипсемпе тӗрлесе пӗтернӗ хура кӗрӗк тӑхӑннӑ капӑртарах ҫамрӑк мужик, Панков, тӑрать. Ой, пирӗн паян пысӑк праҫник — эсир ӑна кухньӑран кӗрекен шӑршӑ тӑрӑх та пӗлме пултаратӑр. Тепӗр кунне, апрелӗн 17-мӗшӗнче, ушкӑн ирех ҫула тухрӗ. Талӑк та иртмӗ, ҫулҫӳревҫӗсем Сан-Фелисе асьендӑра пулӗҫ тесе ҫирӗплетрӗ Гаррис. — Вӑл Николай Антоныч патне кайнӑ та пурне те каласа панӑ. Пӗтӗм пулни-иртни унӑн нерв системишӗн ытла та вӑрӑм, ытла та йывӑр испытани пулнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ун патӗнче Агафия Федосеевна каллех Иван Никифоровича хӗтӗртме тытӑнчӗ: «Мӗн эсӗ, Иван Никифорович? — Епле капӑрланнӑ, ҫӗнӗ сӑхман тӑхӑннӑ — хӑй офицер пулнине сана кӑтартасшӑн. — Пирӗн хыҫра куҫран каймасӑр пыракан тарҫӑ ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана — господасем хӑҫан киле каяҫҫӗ-ши, тесе ҫеҫ шутлать пулмалла вӑл. Пуҫӗпе ҫӗре ҫапӑнчӗ, анчах кӑна вӑл кӑшт кӑна туйса илчӗ, вӗри питҫӑмартине уҫӑлтаракан юр сивви пӗҫертсе илчӗ. Урам урлӑ улпут ҫуртӗнчен пуҫласа кантур патне ҫити кӑшт чалӑшларах май хӑмасем выртаҫҫӗ: ку питӗ усӑллӑ асӑрхаттару, мӗншӗн тесен пирӗн хура тӑпрана тата тӑтӑшах ҫумӑр ҫунине пула ҫав тери хӑрушла пылчӑк тӑрать. «Мӗнле-ха вӑл? Вара дворник хӑйӗн тӗссӗр куҫӗсене хӗснӗ те лӑпкӑн ответленӗ: — Вӗсем, пирӗннисем, нихӑш те ҫук ӗнтӗ, пурне те пӗтерчӗҫ. — Мӗне пӗлтерет вӑл — пӗтерчӗҫ, тени? — Пӗрремӗш — господин мар, вӗренсе тухсан тин господин пулать, халлӗхе студент кӑна-ха, ун пеккисем пирӗн пинӗ-пинӗпех. — Сывӑ пулӑр, — терӗ вӑл каллех пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Манӑн чӗрнесем питӗ ҫирӗп, вӗсене ҫыртса пӑхас пулсан, санӑн йыт аҫи те шӑлне хуҫӗ. Ҫывӑракан ҫутӑ курӑк хушшинчен ҫап-ҫара, пӗрешкел сӑнлӑ, сивӗ чулсем ҫӳлелле салхун ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ, вӗсенчен пӗр евӗрлӗ ҫинҫе мӗлкӗсем тӑсӑла-тӑсала выртнӑ. Чих, чих, чих!.. Пырасах пулать ӗнтӗ, эсир мана сӑмах патӑр! Кӑвайтсем йӗри-тавра салтаксем пухӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗрин пуҫӗсем урлӑ вут сиккелесе тӑнӑ ҫӗрелле, хӑрӑк-харӑк куписем патнелле аллисене кӑнтараҫҫӗ, вара, ӑна ывӑҫласа илеҫҫӗ те, шӑнса кӳтнӗ пӳрнисене сӑтӑраҫҫӗ. — Мӗн-ха эсӗ мана Черкасова движенийӗ пирки ӑнлантарма тӑрӑшатӑн? Пӗлетӗр-и, Фома Игнатьевич! — Сире пӑхмалла пулать… — Сире пӑхтармастӑп эпӗ! Эпӗ вунтӑваттӑ тултарнӑ тӗле Маша ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗччӗ; вӑл питӗ чиперччӗ; анчах эпӗ ун ҫинчен ҫырса кӑтартма хӑратӑп, мӗншӗн тесен ман ӑс-хакӑлӑм хам хӗрӳллӗн юратнӑ чухне пуҫра тӑрса юлнӑ ытарайми илӗртӳллӗ, ултавлӑ сӑна тепӗр хут куҫ умне кӑларса тӑратма пултарать. Тепӗр темиҫе минутран Устенька пӳрте кӗчӗ те, пӗтӗмпех хатӗрри ҫинчен пӗлтерсе, хӑнасене хӑйсем патне пыма чӗннӗ. Тата пӗр ик-виҫӗ сехет утсанах, вӑл хула ҫурчӗсен шурӑ мӑрйисем, чиркӳн виҫ кӗтеслӗ фронтонӗ курӑнса каясса кӗтсе тӑчӗ. Кунта эпир вӗсен сассисене те илтме пултараймастпӑр. Эс пӑх-ха, Атӑл мӗн хӑтланать. Павел ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пуласса шанаканни пӗтӗм килӗпе те пӗр вӑл ҫеҫ теме юрать, ыттисем нимӗн тухасса та шанмаҫҫӗ, вӗсене Павел ӗҫсӗр аптранӑ енне ҫеҫ ҫырнӑ пек туйӑнать. Мӑка ҫыннӑн ӗҫе ҫийӗнчех тӑвас пулать… — Мӗнех вара уншӑн? — ыйтрӗ Андрей, ун ҫине тем пӗлесшӗн пулнӑ пек пӑхса. — Тататӑп та! Ак пӗтӗмпех хатӗр те. Аялта ҫулҫӑсӑр, типе пуҫланӑ хӑмла ҫырлин ҫамрӑк тӗми кукӑрӑлса хӗвел патнелле туртӑнать; сывлӑм шывне сыпнӑ йӗплерех ешӗл курӑкпа ҫамрӑк хупах, иртнӗ ҫул тӑкӑнса юлнӑ ҫулҫӑсем витӗр шӑтса тухнӑскерсем, ӗмӗрлӗх сулхӑнта сӗткенлӗн ешӗреҫҫӗ, вӗсем улмуҫҫи ҫулҫисем ҫинче хӗвел йӑмӑх ҫутӑпа вылянине те пӗлмеҫҫӗ тейӗн. Вӑл лаша ҫилхисенчен тунӑ париксем, симӗс те хӗрлӗ тӗслӗ сӑрланӑ автан тӗкӗсем, пӑлан тирӗнчен ҫӗлетнӗ йӗмсем, мокассинсем тата пӗр виҫ-тӑватӑ сӑр коробки пулнӑ. Эсрел кашкӑрӗсем! — Курман, — терӗ Маша аран-аран. «Мӗн тӑвас тетӗн! Тавлашу…» Кӑна илтсен, эпӗ ирӗксӗрех ассӑн сывласа илтӗм. Вӑл пӗртен-пӗр хӗр пулнӑ, ҫавӑнпа та ачаш ӳснӗ. Петр Андреич! Вӗсем виҫҫӗшӗ те ун ҫине пӑхса илчӗҫ те пӗр самант чӗнмесӗр ларчӗҫ. Кадрильсем калама ҫук вӑрӑма тӑсӑлчӗҫ. Сима Симаков туйине ҫӗре тӑрӑнтарса лартрӗ те, ун йӗри-тавра тапӑртатса ташласа ҫаврӑннӑ май, мӑн кӑмӑллӑн юрласа ячӗ: Пирен ушкӑн банда мар, Эпир чӑрсӑр ушкӑн мар, Пирӗн савӑк ушкӑнра Пионер кӑна чысра. Танксем килччӗр — тӑрас пулать! — Вӑл, батюшка, акӑ мӗн: баринӑн пурлӑхӗнчен усал хурахсем мӗн-мӗн ҫаратнине кӑтартакан список. — Мӗн хӑ-ӑратӑн ҫак эсӗ? Шхуна ҫинче типӗ тытнӑ пирки хырӑмӗ ытла та пушанса ҫитнипе Лиденброк профессорӑн апат пит лайӑх анчӗ. Пӗрмай нӳрӗ ҫил вӗрет, пылчӑк сирпӗнет; ямшӑк, ларкӑч ҫинче амӑшӗ еннелле хӑяккӑн ларса, шухӑша кайса, сӑмса витӗр калаҫса ӳпкелешсе пырать. Типшӗмрех уҫӑ пичӗ ҫинче кӑвакрах куҫӗсем халь ӗлӗкхи пек мар, чылай йӑвашраххӑн ҫутӑлса тӑраҫҫӗ. Э! Мартини синьорпа синьорина Болла! — Пӑх-ха эсӗ ӑна, — тата ытларах тӗлӗнсе кайрӗ Умрихин. — Мӗнле капла? Ӑҫта юлатӑр вара эсир? Хамӑн кимме эпӗ малтан хам хуҫа ҫурчӗ ҫывӑхӗнчи пысӑк пӗвене ярса тӗрӗслесе пӑхрӑм, унӑн шӑтӑк-ҫурӑкӗсене ҫу сӗрсе питӗртӗм. Сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ Дымов, кӗпине ярханах янӑскер, ҫара пуҫлӑскер, илемлӗ те калама ҫук вӑйлӑ ҫын пек туйӑнать; унӑн кашни хусканӑвӗнчех вӑл хӑйӗн хакне пӗлни сисӗнет, вӑйпа чӑрсӑрлӑх курӑнать. Ҫапах та тата тепӗр ҫыруне пӑхар-ха. Унта, тен, ку ӗҫ хӑй тӗллӗнех паллӑ пулӗ. Эпӗ аяк пӗрчинчен аяларах чикнине те, кинжал ӳт ӑшне кӗнине те пӗлтӗм. Вара вӑл мӑнаккӑшне лӑпкӑн вӑратнӑ: — Аппа… — Ӑна валли чихирь илме кайнӑ чух куртӑм, Ерошка мучипе чӳрече умӗнче ларатчӗ, темӗнле хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер. Халӗ ӗнте пӗтӗмпех пӗтрӗ! — Вӗсене Николай Антоныча парас тетӗн-им? — Эсир курса савӑнӑр, эпӗ каятӑп, — тесе, Разметнов юлташӗсемпе сывпуллашрӗ те крыльца ҫинчен ҫамрӑкла чупса анчӗ. Ывӑлӗ вӑл ӳпкелешнине хирӗҫ нимӗн те чӗнмест. Халӗ вӑл чунӗ ҫӗнелсе тасалнӑ пек пулса вӑранчӗ, вара Эвелина, унӑн тахҫанхи тусӗ, унӑн куҫӗ умне тӗпренех ҫӗнӗлле тухса тӑчӗ. Акӑ тинех вӑл ҫитрӗ те алӑк урати ҫинчех хытса тӑчӗ, пӳрнине, шухӑша кайса, сӑмси патне тытрӗ. Вӑл, курӑр-ха ӑна эсир, ют номере кӗтӗм пулӗ, тесе шутланӑ иккен! Эпир ӑна вӗсем валли хывнӑччӗ-им-ха? Чи малтанхи хут ҫавӑн пек тухса тӑчӗ ӗнтӗ манӑн куҫ умне ҫав ҫын, мана ҫак повӗҫе ҫырма пулӑшакан ҫын. Вӑл ман паталла упаленсех пычӗ темелле. Вӑл кӑштах курпунне кӑларнӑ, пуҫне усса, сайра хутра пысӑк та сарлака ал лаппине кӑкӑрӗн сулахай енне тыта-тыта утать.. Полозов малалла утрӗ, Санин чаплах мар номер ыйтса илчӗ те, — хӑйне йӗркене кӗртсе пӑртак выртса каннӑ хыҫҫӑн, его светлость фон Полозов князь йышӑнса тӑракан капмар апартамента кайрӗ. Тӗмӗсем хыҫӗнче кам пулнине те пӗлесшӗн пулмарӗ, — тус-и, тӑшман-и вӑл — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, сасӑ илтӗннӗ еннелле мӗнпур пӗвӗпе ыткӑнчӗ те ҫавӑнтах, касса янӑ йывӑҫ пек, йынӑшса ҫӗре персе анчӗ, пистолечӗ юр ҫине ӳкрӗ… — О, ан пӑхсам ман ҫине! — тархаслать Суламифь. Эпӗ йӑнӑшма та пултаратӑн, халиччен эпӗ икӗ хут йӑнӑшрӑм та ӗнтӗ. — Тӗлӗнтертӗн, г-н исправник. Эпӗ ку уйрӑмлӑхсем мӗнрен килнине темиҫе хут та тавҫӑрса илме тӑрӑшрӑм, Эпӗ мӗншӗн титулярнӑй советник, мӗн пирки титулярнӑй советник? — Айӑплӑ мар, тетӗн ? Эсир моралӗн пиччӗш енне анчах куратӑр. — Секрет тесен, секретах та мар та… юрамасть мана ҫӑмӑлттай пулма… Ҫыран хӗрринчи мӑкӑрӑлса тӑракан чулсен мӗлкисем ӳкнипе кӳлӗ пушшех те тӗттӗм курӑнать. Кӑшт тӑхтасан, вӑл, бандура каласа, юрласа ячӗ: Сонце низенько, вечер близенько, Вийди до мене, мое серденько! Анчах виноград, инжир, панулмисем — вӗсем те кирлӗ. Эпӗ, ухмах, эсӗ тесе шутламан, чылай пысӑк хура ҫӗлен тесе. Вӑл кӑшкӑрса янинченех, ҫын пӗр самантрах улшӑннинчен, хӑй шанчӑклӑн лӑпчӑннӑ кӑкӑрӗ хӑпара-хӑпара аннинченех, унӑн пӳрнисем ҫӳҫе мӗнле перӗннинченех Елена Инсаров хӑйне юратнине ӑнланса илме пултарчӗ. Пӗрре тахӑшӗ ӑна, хӗрхенсе пуль ӗнтӗ, Упа варӗнче пурӑнакан тухатмӑш карчӑк патне кайса пӑхма сӗнчӗ. Чаплӑ карчӑк, теҫҫӗ ӑна, тӗнчере мӗнле кӑна чир пур, пуринчен те сыватма пултарать, тет. Вӗсем чылай — амӑшӗнчен, Ольӑран, Гвоздевран пулнӑ. Павел сак хӗрринче урисене усса ларать, чӗлӗм туртать. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫывхарнӑ май салхулӑхпа пӑшӑрхану туйӑмӗсем ӳссех пычӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр тапранас умӗнхи шӑплӑхӑн чаплӑ минучӗ ҫитсен, ку туйӑмсем ҫав тери вӑйланса кайрӗҫ те, ҫакӑ тепӗр чӗрӗк сехет тӑсӑлас-тӑк, хумханнипе чун тухса каясси пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. — Кала, — терӗ малалла Каи-Куму, — Тогонга хакне тӑратнӑ эсӗ? — Пуҫсӑрланнине те, саккунсӑр хӑтланнине те кӑшкӑрашнипе ҫӗнтерме ҫук, Шериф-агана тӑна кӗртес тесен, акӑ мӗн кирлӗ! — терӗ Бочо-какайҫӑ, йӑлтӑр-ялтӑр ҫӗҫҫине кӑларса кӑтартса. Ҫак ыйтуран пуҫламаллаччӗ те пулас манӑн чи малтанах. — Тен, эсир манпа куҫа-куҫӑн калаҫасшӑн пулӗ? Лешӗ вара пӗр пӑркаланса тӑмасӑрах ӑна икӗ чи лайӑх лаша ҫавӑтса тухса пачӗ. — Шухӑшласа пӑхӑр, командир. Хӑйӗн лашине хӑвӑрт йӗнерлесе, вӑл ун ҫине сиксе хӑпарса ларчӗ те сиккипе яра пачӗ. Тусен ӳкерчӗкӗнче пӗтӗмӗшле йӗрсем пачах та ҫук, унӑн мӗнпур пайӗсем вӗҫӗмсӗр куҫса, ылмашӑнса тӑнӑн, ыран паянхи пек мар пулассӑн туйӑнаҫҫӗ. Сылтӑмра тинӗс хӗрринчи йӑрӑм курӑнать. Эпӗ уҫӑмсӑр сӑмахсемпе ҫеҫ аппаланса пӑхма пултӑм, тӗрӗссипе вара, шанчӑкӗ питех те сахалччӗ. — Сана лайӑх-и? Ситников килсен пурте темӗнле мӑкалса, пушанса, ҫӑмӑлланса кайрӗ; каҫхи апата та пурте лайӑхрах ҫирӗҫ, ҫывӑрма та халичченхинчен ҫур сехет маларах саланчӗҫ. Ҫынсем хӑйсене кунта, вӑрмана, вилсе пӗтме илсе килчӗҫ теме пуҫларӗҫ. — Ҫитет ӗнтӗ, ан ҫиленӗр, — терӗ вӑл тепӗр самантран. — Атте, сана манран тата мӗн кирлӗ? Нуша! Маччари чӳречесенче кӑвакарчӑнсем тӗкӗсене тӑратса, хутланса лараҫҫӗ. Мӗн вӑл — пӗлместӗп ӑна, анчах куратӑп — ҫав, темӗскер, пурах сан… Тен, ача чухне Гавэн та вылянӑ пулӗ ҫак пӗчӗк кӳмепе. Тинӗс хӗрринчи хӑйӑр ҫинче пайтахчен лӑпкӑн тана кимме хум ҫӗклесе илнӗ пекех, ӑна хӑйшӗн паллӑ мар пурнӑҫ юхӑмӗ ҫавӑрса илнӗ… Эсӗ вӑл укҫана ҫилпе вӗҫтерсе яратӑн… эпӗ — ҫӗре хурӑттӑм! Маунганаму сӑртӗнчен аллӑ мильре тӑракан ҫак тӳремлӗх питех те илемлӗн курӑнса выртать. — Ҫыран хӗрринче пултӑм; тухмалли вырӑн шыраса тупрӑм. — А тискер кайӑксем? — тесе ыйтрӗ Гленарван, ҫак ҫулӑн мӗнпур условийӗсем ҫинчен пӗлесшӗн пулса. Мӗн пулӗ, ӑна вунпилӗк хутчен ҫавӑрса аппалантарсан, Келли? А кайран вара — ҫапас та салатас! — Вӑт санӑн, Юрий, ҫавӑнта вӗренме каясчӗ… — Тем тейӗн ҫав, градусник ҫӗмӗрнӗ! — терӗ вӑл, виртлешсе. Мӗн, вӑл та суранланнӑ-и? Юлашки кунсенче эпир пӗр карапа та тӗл пулманни тӗлӗнтерет — ку вырӑнта вара вӗсем час-часах ҫӳремелле вӗт-ха. Ну, мӗн кирлӗ-ха тата? Учебно-тренировочнӑй шкулта Мересьев нумайччен ҫав тери тӑрӑшса, ҫине тӑрса вӗренчӗ. Пӗр генерал мана хӑравҫӑ пулнипех тата хӑйӗн ҫарне япӑх ертсе пынипе хӑй ҫӗнтерӳ туни ҫинчен пӗр пытармасӑрах каласа пачӗ. Пысӑккӑн яра-яра пусса, Давыдов урама тухрӗ, лаши ҫине утланчӗ, ӑна вырӑнтан тапраниччен пуҫласа саламатпа ҫапрӗ — вара, станица урамӗ тӑрӑх сиккипе хыттӑн чуптарнӑ май, ҫыртнӑ шӑлӗ витӗр:— Ҫаплах ҫывӑрнӑ пулӑттӑн эсӗ, шуйттан пуҫӗ?.. — тесе мӑкӑртатса пычӗ. Санӑн пиччӳ туррӑн чӑн-чӑн чури пулнӑ пулсан, вӑл хӑй тивӗҫне чыслӑн та кирлӗ пек тунӑ пулсан, каронадӑпа та инкек пулман пулӗччӗ, корвет та ҫӗмрӗлмен пулӗччӗ, ҫултан та аташса кайман пулӑттӑмӑр, ҫав ылханлӑ флот ҫине пырса тухмастӑмӑр, шӑпах ҫак вӑхӑтра, пӗр ҫын ҫухатмасӑр Франци ҫыранӗ хӗррине аннӑ пулӑттӑмӑр. Куна халӗ ҫеҫ ҫара алӑсемпе Лещенкӑна ыталанӑ ҫара пуҫлӑ хӗрарӑм кӑшкӑратчӗ. Хамӑр мула шырама кайнӑ чухне, ӑна эпӗ кантрапа кӑкарса пыратӑп. Вӑл пирӗншӗн ылтӑнран та хаклӑ, эпир ӑна тӗрӗс-тӗкелех усрӑпӑр: кирек мӗн пулсан, кирлӗ пулӗ. Ку икӗ сӑлтавран килчӗ. Пӗрремӗшӗ, вырӑнти юхӑмсем — вӗсен хӑвӑртлӑхне Дик Сэнд чуххӑмӑн кӑна шутлама пултарчӗ — систермесӗр, анчах пӗр тӑтӑшшӑн карапа хӑй ҫулӗнчен пӑрса пычӗҫ. — Тӗрӗс вӗт, — ӑҫта-ха вӗсем? Пӑлхавҫӑсем халь ҫапӑҫӑва кӗричченех арканма ӗлкӗрнӗ ҫар пек, тискер кайӑксен ункине ҫакланнӑ кӗтӳ пек туйрӗҫ хӑйсене, хӑш-пӗрисем кӑна хӑйсене тыткалама пултарчӗҫ-ха, пӑлхав ӑнӑҫасса шанакансен шучӗ вара вӗсенчен те сахал. Мӗн тумалла Российӑра? — Шӗкӗр турра! — тенӗ шурӑ ҫын. — Тинех тупрӑм сире. Совет членӗсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, вӗсемшӗн хуҫа манпа час-часах тӗл пулса калаҫни паллӑ пулнӑ, вӗсем вара хуҫа манпа ҫав териех киленсе калаҫать тесе шутланӑ. Большевикне — персе пӑрахӗ, пытарса усраканнине те — ҫавах… Сасартӑк Огнянова хулан кӑнтӑр енче тем пысӑкӑш пушар хускални курӑнса кайрӗ. Унӑн арӑмӗ алхасни мана итлеме кансӗрлет, ҫавӑнпа та эпӗ каллех Никифорычӑн сасси хӑҫан улшӑннине, вӑл хуллентерех, ытларах ӗнентерме тӑрӑшса калаҫма пуҫланине сиссе те юлаймастӑп. Хӑрушлӑхпа тискерлӗх халь хуласемпе ялсенче кӑна мар, инҫетри ту хушшисене те ҫитрӗ, бук вӑрманӗн чӑтлӑхне те кӗчӗ, тахҫан гайдуксем пытанса пурӑннӑ вырӑнсене те ҫите-ҫите куҫларӗ. Казбич чӗнмерӗ. — Мана в-вӗлерсе, ним айӑпсӑр ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлмалли ҫул-и? Ку ӗнтӗ ырӑ христианин йышӑнма пултаракан пӗртен-пӗр меслет. Революци ҫапла тума хушать-им-ха вара? Берсенев Шубинӑн хыттӑн каласа хунӑ сӑмах купине шӑппӑн та уншӑн кӑштах кӳреннӗ пек пулса итлерӗ; унтан вӑл Стаховсен дачин картишне кӗчӗ; Рене-Жан вара васкасах пуҫне пӗкрӗ. Спартанецсем пек хӑтланас пулман пулсан, тен, эпӗ тата темиҫе ҫул тытӑнса тӑма пултарнӑ пулӑттӑм. — Выльӑх? Капитанпа унӑн помощникӗ каллех ҫӳлти палуба ҫине хӑпарчӗҫ те, уткаласа ҫӳренӗ май, курни-илтни ҫинчен калаҫрӗҫ. Старикӗ намӑссӑрла ыйтусем парса, ҫав ӗҫре ӑна ҫивӗччӗн пулӑшса таратчӗ; вӗсен ҫыпҫӑнакан чӗлхисем Евгений Гранде, Людмила, IV-мӗш Генрих ҫине намӑсла сӑмахсен ҫӳп-ҫапне тиесе купаласа пӗтеретчӗҫ. Сирӗн упӑшкӑр ман имение пӗлет. Вӑл каҫхи кӗпипе юбкине хывса пӑрахрӗ, ҫаппа-ҫарамасскер, ҫамрӑк пек тӑпӑл-тӑпӑл та хитрескер, ирӗклӗн арча патне иртрӗ, уҫрӗ. — Ну, халь санӑн салатмалла, — терӗ вӑл Дубкова. Уҫнӑ чӳречесенчен урамри мӗнпур сас-чӗвӗсем хуллен кӗрсе тӑраҫҫӗ, анчах ҫакӑ ӑна пӗртте чӑрмантармасть хӑйӗн лӑпкӑ кӗввипе унӑн ӗҫне туслӑн хавхалантарса пырать. Трухачевский, хӑйне мӗн ҫинчен калаҫни ҫеҫ интереслентернӗ пек туса, мӗнпур аскӑнҫӑсем хитре хӗрарӑм ҫине епле пӑхаҫҫӗ, ман арӑм ҫине те ҫавӑн пекех пӑхрӗ. Халиччен кӑштах ларнӑ Марко судья пулса тӑрать. — Вӗсем йытӑ евӗрлӗскерсем! — ман еннелле ҫаврӑнса кӑшкӑрчӗ Володя. — Итле, эсӗ, суймастӑн пулсан, нимӗн те ан хӑра: сана тивмеҫҫӗ вӗсем. Унтан вара вӑл кӑшт мухтанарах пӗлтерчӗ: — Маншӑн хуть пурпӗрех-ха, газ патне кушак ларнӑ пулсан та, эпӗ ӑна хӑтарнӑ пулӑттӑм, ҫавна пӗлнӗ пул эсӗ. Хӗрӗ пит ӗҫчен, тирпейлӗ те тасаскер. Ҫулҫӑсене хыпашланӑ евӗр хускатса, ҫутӑлас умӗнхи ҫил ерипен вӗрсе тӑрать. Ну, мӗн тӑвӑн, таврӑнтӑм вара. — Лантенака илсе килӗр! Эпӗ ача кӑна-ха. «Пана» сивӗ витӗрех ҫапнӑ пулмалла. — Джордж Питерс, мэм. Вӑл, Сибирьти савӑтсене пырса ҫитсе, унта ҫӗнӗ шайкисем пухнӑ та каллех хӑйӗн усал ӗҫӗсене пуҫарса янӑ. Говэн Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗнчи салтаксем енне ҫаврӑнчӗ те:— Эсир вуниккӗн кӑна пулсан та темиҫе пин ҫын тӗшне тӑратӑр, — терӗ. Ав, куратӑр-и, шыв юххин ҫулӗ тухать? «Рыцарь, хӑвна та, мана та ан ултала», терӗ хӗр хӑйӗн хитре пуҫне майӗпен сулкаласа: «пӗлетӗп, чӗрене ҫав тери ыраттарать пулсан та, питӗ лайӑх пӗлетӗп: сан мана юратма юрамасть, пӗлетӗп эпӗ сан тивӗҫӳ мӗнле: сана асу, мӗнпур юлташу, тӑван ҫӗршыву кӗтет, эпир — сан тӑшманусем». Эпӗ унтан ыйтса пӗлме ӗлкӗреймерӗм. Ачи ӑна нимӗн те чӗнмерӗ, хӑй ҫулӗпе утрӗ вӑл. — Эсир! Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, э? Джеймс Бертон мистера хӑйӗн тӑван мар шӑллӗ Артур Монтанелли каноникпе пӗрле «Швейцари тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрени» пӗртте кӑмӑла кайман. Малалла мӗн пулассине кӗтсе, Воропаев нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫапах та эпӗ сире асӑрхануллӑрах пулма канаш паратӑп; сире сӑнаса тӑнине эпӗ чухлатӑп. Мӗскӗн ашшӗ тиечукран, кӗлӗре пулчӗ-и вӑл тесе, аран ҫеҫ хӑйса ыйтнӑ. Кӗнекесем кӑларма укҫа ӑҫтан килет, пӗлетӗн-и эсӗ? Яшкана ывӑҫ тупанӗ ҫине илекен хӗрарӑм халӗ ӗнтӗ черетре асли пулса тӑчӗ, вӑл пӗр-пӗрне хӗсекен ачасем ҫине хаяррӑн кӑшкӑркаласа, пысӑк савӑт илсе килнисене каялла хӑвала-хӑвала ярать. — Ун чухне эпӗ тӗрлӗ ӗҫре пулнӑ: малтанах казачокра пултӑм, фалеторта пултӑм, сад ӑстинче те ӗҫлерӗм, йытӑ пӑхаканӗ те пултӑм. — Епле шел ан пултӑр-ха? Тинӗс шывӗ ҫыран хӗрринчи чул сӑртсем ҫумне пырса ҫапӑнса саланать иккен. Анчах Нагульнов ӑна хирӗҫ кулмарӗ, ҫӑмламас куҫ харшине сиктерсе илчӗ те:— Вӗсем кашкӑрсем, эпир — кашкӑр сунарҫисем. Урӑх ним те ҫук. Атте хӑйӗн ӗҫӗсем вылянӑ ҫӗрте епле яш ҫинчен нимӗн те каласа памасть, анчах эпӗ Николай урлӑ атте ку хӗл уйрӑмах телейлӗ выляни ҫинчен пӗлтӗм; вӑл шутсӑр нумай выляса илнӗ, укҫине ломбарда хунӑ та ҫуркунне урӑх вылясшӑн мар. Юнӗ нумай кайрӗ пулмалла. Каҫсерен Дрёмов ҫыннисем, Ватаракша ҫыранӗ хӗрринче пухӑнса, кавӑн вӑррипе хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчеҫҫӗ, леш енче пӑчӑкӑсем юрланине, савасем чашлатнине, ҫивӗч пуртӑсем янӑранине итлеҫҫӗ, Вавилон башнине кӑлӑхах туни ҫинчен кула-кула аса илеҫҫӗ, Помялов вара ҫав ют ҫынсем тӗрлӗ инкек-синкек курасси ҫинчен систерет: — Ҫак тӑрлавсӑр ҫуртсем ҫуркунне шыв айне пулаҫҫех. Манӑн акӑ чӗре ҫурӑлса тухать. Мӗскерле ку? Старик тухса кайрӗ кӑна, темиҫе ҫын харӑсах калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӑтам хресчене ни-ни! Гремячире виҫӗ коммунистран тӑракан партячейка пур. Вӗсем кирпӗчсем ҫине лӑпчӑнса выртрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах пысӑк осколок кӑмака трубине лексе ывӑтса ячӗ, Мересьевпа Петров ҫине хӗрлӗ тусан, типӗ тӑм тӑкӑнчӗ. Эпӗ анчах — ухмах. Мересьев, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпах боевой авиацире пулнӑскер, сывлӑшри ҫапӑҫӑва ҫӗрте тӑрса пӗрре те сӑнаманччӗ. Пӗр сановник автора тараватлӑ йышӑнса хӑна тӑвать. Ҫапла. Анчах ҫавӑнта унӑн пит ҫӑмарти шӑммисем чӗтресе кайнӑ та, каллех куҫӗсенчен куҫҫулӗ тухса кайнӑ, вӑл малалла калама та пултарайман. Ун пирки иккӗленӳ пулма та пултараймасть. Щукарь мучи хӑйне яланлӑхах колхоз правленин кучерӗ туса хунипе калама ҫук хытӑ хавасланчӗ. — Эккей, мӑнтӑркка, — терӗ кӑмӑллӑн Павел Петрович, Митян икӗ хутлӑ янахне шӗвӗр пӳрнин вӑрӑм чӗрни вӗҫӗпе кӑтӑкласа; ача чиж ҫине тинкерчӗ те кулса ячӗ. — Эпӗ сире резервӑра тытатӑп. Эпир хамӑрӑн аслӑ партин пӗрлӗхне ватма никама та парас ҫук. Ваттисемпе ҫамрӑксен гвардийӗ пӗр-пӗринчен нихӑҫан та уйӑрӑлса каяс ҫук. Эпир сире кунта тумалли ӗҫ мар, килте тумалли ӗҫ пама, пӗр сӑмахпа каласан, сире юрӑхлӑ условисем туса пама пултаратпӑр. Пуринчен те эрех шӑрши кӗрет, нимӗн те тӑваймастӑн, историре те ҫаплах каланӑ. Вӑл ҫеҫ терӗн-и эсӗ? Алли унӑн самӑр, пӳрнисем кӗске сарӑ ҫӑмпа витӗннӗ. 64-мӗш номерлӗ полицейски кӗскен кӑна ответленӗ: — Эсир мана протокол ҫыртарасшӑн пулас. Ҫавна пӗлме ҫӑмӑл. Николай Петровича юратмасан, манӑн вара пурӑнма та кирлӗ мар! Тунтикун, июлӗн 13-мӗшӗ. OSO енче тинӗс горизонт патне ҫитичченех пӑртан тасални курӑнать. Калугиншӑн ку ҫав тери илемлӗ пек туйӑнчӗ, пӗр вӑхӑтлӑха вӑл хӑйне хӑй ҫав адъютант вырӑнне хучӗ, унтан вараланнине пушӑпа туртса ҫапрӗ те, лайӑхрах, чӑн-чӑн казак пек маттурӑн вырнаҫса ларса, йӑрана ҫине тӑрса хӑй хыҫӗнчен юрттарса пыракан казак ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, учӗ ҫинчен анас вырӑна вӑл маттурӑн чуптарса ҫитрӗ. Вӑт ку касни-тӗк касни вара! Унсӑрӑн мӗн вараланса тӑмалла. — Эсӗ хӑв ҫапла тума пултараятӑн-и, Бек? — Тен, эпӗ нимӗн те пӗлмен пулсан, авантарахчӗ пуль мана! Е вӑл манпа курнӑҫланатчӗ — эпӗ вара хумханнипе сар ҫу пекех ирӗлеттӗм; е вӑл мана сасартӑк сивлетчӗ, — эпӗ вара ун ҫывӑхне пыма, ун ҫине пӑхма хӑяймастӑм. Анчах ку ҫиелтен курӑнакан шӑплӑх кӑна. — Чӑхсене кӗркунне шутлӑпӑр, анчах мӗн чухлӗ ӗҫ кунӗ тунине — кашни кун, — терӗ хыттӑн Давыдов. Апатра пӗр тӑватӑ кӗренке таякан така какай таткине ҫисе ярсан питӗ аван пулӗччӗ! — Нимӗн те пӗлместӗп. Мучи ҫӗнӗ ҫын килнӗшӗн савӑнса кайрӗ. Ӑна кунӗ-кунӗпе пӗр чӗнмесӗр ларасси хӗн пулнӑ ахӑр. — Ҫаврӑн каялла! Унӑн хӑмла ҫырли пек хӗрлӗ тутисем кӑна ку хӗр пачах та ҫамрӑккине, вӑл тен ҫирӗм ҫул та тултарайманнине кӑтартса тӑчӗҫ. Строительсен ултӑ группи те ҫирӗп заданисем илеҫҫӗ. Пӗррехинче тата ялсовет секретарӗ килчӗ те, кулянса, хӑй сӗтелӗ ҫинчи календаре тахӑшӗ илсе тухса кайни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ывӑлӗсен тӳрех ӑнланма хӗн сӑмахӗсене итлеме старик питех кӑмӑлламан теме ҫук. Эпӗ вӗсене йыхӑрмастӑп, илӗртместӗп, — хӑйсемех пилӗкшерӗн мӑйран ҫакӑнаҫҫӗ… — терӗ вӑл. — Ну, мӗнле? — Вӑл чӑпӑрккине ҫул хӗррипе пыракан ыйткалакан пек тумланнӑ старик ҫине тӗллерӗ. Хулари ятлӑ та йӗркеллӗ ҫынсем, ҫак юрра юрлама чарса, ӑна хӗненӗ, халӗ те исправник, ӑна пӳрнипе юнаса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Шӑп пул, ухмах… — Кайӑпӑр-и, Пелагея Ниловна? Унтан пӗр сӑмахсӑрах вӗсен аллисене чӑмӑртарӗ те, каллех сивӗ кӑмӑллӑ та ҫилӗллӗ пек пулса, тухса кайрӗ. Ҫур пусӑн, пӗрер пусӑн пухатпӑр, ҫӗршер пинлӗ парнесем кӳретпӗр. Санин вӑл кӑтартнӑ еннелле пӑхрӗ. Эпир ҫил арманӗн ҫунаттисем ҫине ҫакӑнса ярӑнма тытӑнтӑмӑр: кашни ҫунаттинчен пӗрерӗн-пӗрерӗн ярса илсе ҫакӑнатпӑр та, ҫунат пире ҫӗр ҫумӗнчен пӗр-икӗ аршӑн ҫӗклесе улӑхтарать. Унтан алӑсене вӗҫертсе яратпӑр та, ҫӗре персе анатпӑр, тӑсӑлса ӳкетпӗр, — унсӑрӑн тепӗр ҫунатти ҫитсе ҫакланать. Сулахай енче — защитник. Сылтӑмра — айӑплакан. Нумай куратӑп эпӗ. Ку вӑл чылай вӑхӑт шутланать, мӗншӗн тесен Галлей кометин етри пысӑк — урлӑшӗ 20 километр пулать. — Юрӗ, эппин! Ҫук, Бен, ан тытӑн луччӗ, хӑратӑп эпӗ… Марийкӑн сӑн-пичӗ лӑпкӑ, кӑшт салхурах пек. Мӗн иртенпех ҫавӑн пекчӗ ун пичӗ, анчах халӗ вӑл кӑштах хӗрелнӗ. Эпӗ: «Тар тата ҫулпуҫӗ пултӑр!» тенӗ лозунгпа килӗшетӗп. — Пирӗн шкул заведующийӗ — Иван Ннколаевич Шпынь. Инҫетре малтан кӗрлени ҫеҫ илтӗнетчӗ, халӗ вара унта хумсем ахӑрашни, хӑрушшӑн шавлани илтӗнет. — Нимех те мар, нимех те мар, старший лейтенант юлташ, — тет вӑл, сӑмахӗсене пӑрҫа сапнӑ пекех васкавлӑн тӑкса. — О, сан лайӑх! Хура ҫӳҫне ҫу сӗрнӗ пирки унӑн пуҫӗ тимӗртен тунӑ пек курӑнать. Пӗрерӗн-пӗрерӗн пыма пуҫларӗҫ. — Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ тӑватӑ ҫул патнех вырӑс сӑранӗ урӑх ҫӗршывсенче мӗнле кайнине тӗплӗн сӑнаса вӗрентӗм. — Ҫак ҫынсем кукамайӑн хурӑнташӗсем пулни мана та кӑмӑла каймастчӗ: эпӗ сӑнаса пӑхнӑ тӑрӑх, хурӑнташсем вӗсем пӗр-пӗриншӗн ют ҫынсенчен те усалтарах пулаҫҫӗ: пӗр-пӗрин ҫинчен лайӑх мар, кулӑшла япаласем ют ҫынсенчен ытларах пӗлсе тӑрса, вӗсем пӗр пӑрне кӑшласа ҫӳреҫҫӗ, ытларах вӑрҫаҫҫӗ, ытларах ҫапӑҫаҫҫӗ. — Чӑтас пулать, Эдуард! — терӗ ӑна майор. Чиркӳри проповедник, ав, ҫӗр хут ытларах илетӗн тесе вӗрентет! Вӑл ҫенӗкелле ыткӑнчӗ, эпӗ те ун хыҫҫӑн кӗрсе часрах чердак ҫине хӑпартӑм, унта манӑн кӗнекесем нумай выртатчӗҫ. Ҫунакан вӑрӑм вутпуҫҫисем, аяккалла сирпӗнсе тӗттӗме ҫутатса илеҫҫӗ; выляма пуҫланӑ хӳреллӗ ҫӑлтӑрсем пӗр-пӗрне хӑваланӑ пек туйӑнать. Ӑна туянас текенсенчен нумайӑшӗсем унран пӑрӑнса утрӗҫ, мӗншӗн тесен унӑн хакӗ калама та ҫук ӳссе кайрӗ. Хам пӗлсе тӑнӑ тӑрӑх Ромашов сурма кӑна мар-ха, карьерине тума, пуйма тӑрӑшатчӗ. Ҫывхарса пынӑҫемӗн халӑх унта ҫапса хӗснӗ пек йышлӑн курӑнчӗ… Ватӑ Зеб Стумп ку тӗлӗшрен начар авторитет вӑл. Леноре фрау йӗме чарӑнчӗ, Джеммӑна амӑшӗ хӑй кӗрсе ларнӑ кӗтесрен ҫавӑтса тухма, чӳрече патӗнчи кресло ҫине лартма флёр-доранжпа хутӑштарнӑ шыв илсе пырса пама хирӗҫлемерӗ; Ҫӳллӗшӗпе вӑл пилӗк фута ҫитет, сарлака сӑмси хура, вӗҫнелле шӗвӗрӗлсе тухать. Унӑн аллисем пушӑ вырӑна хыпашларӗҫ. Кӑмака хыҫӗнчен сасартӑк хӗрарӑм сасси, пит вӑйлӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Тата кама кӗтетпӗр? Анчах халиччен укҫа тыткаласа курманнипе вӑл ҫавна та пулин таҫта ҫухатнӑ. Баймаков нимӗн чӗнмесӗр кӗтесселле, турӑшсем ҫине, пӑхса макӑрчӗ, Ульяна та ӗсӗклерӗ, анчах Артамонов кӳреннӗн ҫапла каларӗ: — Эх, Евсей Митрич, ытла час уйрӑлса каятӑн, хӑвна упрайман. Утланса ҫӳремелли лаша туян-тӑр-и-ха? Хуҫалӑхне те пӗтӗмпех салатрӗҫ. Ман ҫуммарах пӑчӑртан, хытӑрах пӑчӑртан! — терӗ йӗкӗт, хӗре ытала-ытала. Чӗн пиҫиххипе мӑйӗнчен ҫакса янӑ бандурине аяккалла ывӑтса ячӗ те вӑл хӗрне юнашар пӳрт алӑкӗ умне ларчӗ. — Ан йӗр, инке! Лось кӳрши еннелле чалӑшшӑн пӑхать. Пӑлхавҫӑсем! — Мӗнле калаҫҫӗ, ҫавӑн пекех, — терӗ тӗлӗнсе Гленарван. Амӑшӗ пуҫӗпе сулса илчӗ. Мана хама илес пулсан, эпӗ король куҫӗ умӗнче темӗн чул пӗчӗк курӑнатӑп пулсан та, ҫапах та хӑҫан та пулин аслӑ короле пӗр-пӗр пысӑк усӑ кӑтартасса ӗмӗтленетӗп, терӗм. — Ахаль ҫеҫ, — терӗм эпӗ калаҫу ҫыхӑнманнине асӑрхаса, кӗнекене илтӗм те вулама тытӑнтӑм. Егорушка вӑраннине асӑрхасан, ун ҫийӗ вӑл сивӗпе ӗнтӗркевӗ чухнехи пек пӑхса илчӗ те:— А, вӑрантӑн-и-ха, маттурскер? Козаксем, айӑпӗсене туйса, пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ; — Тарар! — терӗ вӑл татӑклӑн. — Кай-ха киле, вӑр-вартарах тумлан та кунта кил. Ир-ши, каҫ пулать-ши? Ҫуркунне ҫитнӗ. Акӑ ӗнтӗ, дворецкийӗ: «ҫиме хатер» терӗ те, чи малтан сӗтел хушшине Кирила Петрович кӗрсе ларчӗ, ун хыҫҫӑн хӗрарӑмӗсем утрӗҫ, кам аслӑраххине хисепе илсе, кашни хӑй вырӑнне йышӑнчӗ, барышньӑсем, хӑравҫӑ путексем пек кӗперленсе, ҫумма-ҫумӑн ларчӗҫ. Петр пӑшалне авӑрласа кӗҫӗн алӑка уҫрӗ. Эпир унӑн кресли ҫумӗнчен хӑпма пӗлмерӗмӗр; вӑл хуллен йӗчӗ, анне ҫинчен калаҫрӗ тата пире ҫепӗҫҫӗн ҫупӑрларӗ. Аэлита сенкертерех шывалла пӑхрӗ те — унта хӑйӗн сӑнне курать, ҫутӑ пайӑрки унӑн хырӑмӗ ҫине ӳкнӗ. «Юрӗ апла пулсан, хамӑр енчисем, терӗ те запорожец, кӑшт каҫӑрларах ларса, хӑй вырӑсла пӗлнине кӑтартас шутпа, тимӗрҫӗрен ҫапла ыйтрӗ: — Што, балшой город?» Шурлӑха кӑкӑр таран темиҫе те путнӑ Ливингстон ҫак йӑшӑк, пусмассерен шыв сирпӗнсе таракан хура ҫӗре улӑпла губкӑпа танлаштарнӑ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн тутисем хускалкалаҫҫӗ… кӗл тӑватчӗҫ-ши вӗсем е ылханатчӗҫ-ши. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп ҫеҫ, анчах мӗн-мӗн шухӑшламастӑп пулӗ эпӗ! Хӑйне чарнине Луиза ҫӑмӑлах пӑхӑнни ҫакна лайӑх кӑтартса панӑ. Ку таранччен ӑна темиҫе пӗчӗк юпӑ ҫеҫ юхса кӗчӗ, вӑл мӗн чухлӗ те пулин сарӑлни туйӑнмасть. Ӑна ҫакӑн пек ыйту парас пулсан, вӑл хуравламасть пулӗ ӑна хирӗҫ. Юлташӗсем шыв урлӑ каҫма пуҫласан, вӑл, кӑшт каярах юлнӑскер, шыв хӗрринче тытӑнса тӑчӗ… Акӑ унан лаши чугун ҫул дамби ҫине чупса хӑпарса кайрӗ. Курӑн акӑ! — Ну, юрӗ, анчах ҫавӑ мӗн пулнине эпӗ хам та тавҫӑрса илейместӗп: ҫынӗ юланутпа пырать, анчах пуҫӗ ҫук. Класра ҫав тери шӑп, булавка ӳкнӗ сасса та илтме май килнӗ. Капитан вӗт вӑрман йӑрӑмӗ урлӑ каҫса, прериелле кайса ҫухаличченех Зеб кӗтсе тӑнӑ. — Ҫавӑнтан, — терӗ Дик Сэнд, халь вара кунта сывлӑш кӗмест. Киленӳ шӑплӑхӗ, лӑпкӑ канлӗхӗн шӑплӑхӗ, тӗллев патне ҫитни, вилӗме те пӗлтерӗшлӗ тӑвакан шӑплӑх хӑйӗн таса хумӗпе унӑн чӗрине кӗрсе тулчӗ. Хӑрушлах хӑрушлӑхпа та, тав ҫапах та тав-ҫке-ха вӑл. Чи хакли тата — танкетка пур енчен те юрӑхлӑ пулни. Уйӑх ҫинче ҫӳренӗ хушӑра вӑл пире нумай пулӑшма пултарать. Акӑ халӗ, кӑҫалхи 17… ҫулта эпӗ алла перо тытатӑп та, шухӑшӑмпа хамӑн аттен «Адмирал Бенбоу» ятлӑ трактир пулни ҫинчен, ҫак трактирта пичӗ ҫинче хӗҫпе каснӑ ҫӗвӗллӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ ватӑ моряк пурӑннӑ вӑхӑт ҫинчен аса илетӗп. Ҫак та ман хыҫҫӑн ҫӳрет. Унӑн пуҫӗнче кӗтмен ҫӗртен сасартӑк ҫиҫӗм пек шухӑш ҫуталса кайрӗ. — Роберт вилмен пулсан! — тесе нимне пӗлмесӗр кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Амӑшӗ хуллен тӑчӑ те кухньӑна кайрӗ. Тӗрессипе илсен, Матвей Ильич, Александр вӑхӑтӗнче Петербургра пурӑннӑ Свечина госпожа патне вечера кайма хатӗрленнӗ ҫынсем пекех, ирсерен Кондильяк кӗнекине пӗрер страница вуласа илекен государство ҫыннисенчен инҫех кайман, унӑн меслечӗсем кӑна урӑххисем, ҫӗнӗреххисем пулнӑ. — Вӗсем ҫынсем! — Мана эмелленни кирлех, — терӗ Николай Артемьевич, — манӑн пӗвер йӗркеллех мар. Николаев тарӑннӑн сывласа илчӗ те сасартӑк калаҫма тытӑнчӗ. Володьӑна вӑл темӗнле, тупӑкра выртакан ҫын сассипе калаҫнӑн туйӑнчӗ. Вӑл хӗр ҫывӑхнерех куҫса ларнӑ, анчах леш, урмӑшса, ҫилленсе кайнӑскер, тепӗр май ҫаврӑнса ларса, шӑпӑртах пулнӑ. — Кала! — Ах, каҫарӑр, — терӗ вӑл кӑшт именерех те кӑшт йӑл куларах, хӑрах ҫивӗтӗн вӗҫне аллипе хӑвӑрт тытса тата Санин ҫине хӑйӗн пысӑк та, ҫутӑ-кӑвак куҫӗсемпе пӑхнӑ май. Эпӗ сӑрт ҫинче тӑрса хура тӗслӗ е уйӑх кӗмӗллентернӗ ҫутӑ сӑнлӑ Атӑл ҫинче кимӗ ясмӑк пек вӗлтлетнине, тата вӑл кимӗ ҫинчен пароход капитанне пӑхтарма сулкалакан фонарь ҫутти ҫине пӑхаттӑм та — хама ҫав тери чаплӑ вӑрттӑн ӗҫе хутшӑннӑ пек туяттӑм. — Ҫур ҫӗр вӑл — аван вӑхӑт, Том. Испанире пултӑм. Подпоручик хӑйӗн литература аппаланӑвӗсенчен хӑй те вӑтанатчӗ, ҫавӑнпа вӑл вӗсем тӗлӗшпе, хуть те мӗн тусан та, тӗнчере никам умӗнче йышӑнман, никама каламан пулӗччӗ. Анчах вӗсене эпӗ халӗ илтӗнмеллех каламарӑм. Ӗҫ, санӑн луччӗ, йӗкӗт пул! Кимӗре икӗ ҫын: старик-пассажир руль умӗнче, хӑй ирӗкӗпе килӗшнӗ матрос кӗсмен тытса ларать. Ан тив, эпӗ, йытӑ пек вилем, анчах хамӑр тивӗҫе пӑрахса сутӑнмастӑп. Мӗншӗн-ха? «Ҫакланмӑп, — шухӑшларӑм эпӗ, — урӑх курмӑп ӑна»; анчах ман Зинаидӑна тепӗр хут курма тӗл килчӗ. Ҫулран кӑшт аяккарах, тӗме айӗнче, темле хӗрарӑм вӑхӑт ҫитмесӗрех ача ҫуратнӑ иккен те ытла йывӑр пулнипе сӑнсӑрланса, чупса иртекен ҫынсем еннелле алӑ тӑсса выртать. Каштанка хӑрлатса янӑ та питех те паттӑррӑн пӑхма тытӑннӑ тата темӗн пулас-килесрен палламан ҫын патнерех пырса тӑнӑ. — Пулма кирлӗччӗ, — терӗ ӑна географ. — Халь ӗнтӗ куратӑр, — хушса каларӗ Айртон, — Грант капитан вилмен пулсан, ӑна ниҫта та мар, Австралинче анчах шырамалла, тесе эпӗ ахальтен мар каларӑм! — Ну-ка, чухласа ил-ха хӑвах… Эпир тертленӗве вӑйлататпӑр, мӗншӗн тесен, иккӗленместӗп, пӑхӑнтаруҫӑсен тарҫисем пулса тӑратпӑр. Алексее ку хытах пӑшӑрхӑнтарчӗ. Ҫитменнине тата, суд тунӑран вара, характер та улшӑнчӗ ман. — Гражданочкӑсем! Мана кӑмӑл тӑвакан хаклӑ чиперккесем! Арӑмӗ вилни ҫур ҫул та иртмен, вӑл Уралти кив тӗнпе пурӑнакан пӗр пӗлӗш казакӑн хӗрне ҫураҫса та хунӑ. — Мӗншӗн тесен сассу сан ҫепӗҫ, питӳ сан килӗшӳллӗ! — тет Соломон. Эсир пӗтӗмпех тусанланса пӗтнӗ — инҫете кайса ҫӳрерӗр-им? Анчах Моцарт музыкипе ҫӗкленсе кайнӑ шухӑшӗсем Катя пирки пулман. — Ҫ-ҫук… уҫӑмлах мар… ҫапах та малалла кала, тархасшӑн кала. Анчах озеровецсем ҫав хушӑрах малта, хӑйсен колонни ҫывхарса пыракан ялта нимӗҫсен пысӑк чаҫӗ тӑнине курчӗҫ те каллех шӑпланчӗҫ. — Мӗнпур сӑнарӗ-мӗнӗ, паллисем тӳр килеҫҫӗ, каснӑ-лартнӑ ҫавӑ, ваше превосходительство, — терӗ ӑна исправник хисеплӗн. Эпӗ, ку хушав тӗрӗс мар, тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӑл пирӗн Конституци шухӑшӗпе килӗшмест. — Ну, тӳрленчӗ-и вара? — терӗ Оленин; вӑл кулмарӗ те, мӗншӗн тесен унан чӗринче ҫав тери йывӑр пулнӑ. Кӗвӗҫӳ мана арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫра тӑршшӗпех асаплантарнӑ, вӑл ытти арҫынсене те, енчен вӗсем ман пекех намӑссӑрла, аскӑнла пурӑнаҫҫӗ пулсан, асаплантармасӑр тӑма ниепле те пултараймасть. Питерсе лартнӑ вара… Пӗр сӑмахпа, пӗтӗм палата чӗрӗлсе пычӗ. Падди О'Мур ферминче сире эпӗ Кальяо ҫинчен каласа патӑм пулсан, эпӗ ӑна сирӗн калаҫӑва итлесе тӑнипе кӑна каласа патӑм. Эпир пӗлетпӗр… — Ҫапах Джека ҫитет, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд, вӗҫсе кайма васкаман кайӑка иккӗмӗш хут тӗллесе. Тараса ку кӑмӑла кайман. Независимость фортне, унӑн ӗҫӗ округа куҫса ҫӳрекен индеецсем килсе ҫӗмӗресрен сыхласси пулать, 1828 ҫулта Паршапп ятлӑ француз туса хӑварнӑ. — Каҫса кайма кирлӗ». Мӗн каласси пур: йӑлисем вара ҫав тери чаплӑ… Мунчара хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинчи патша паллисене кӑтартрӗ, тет: пӗр енче икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк, пилӗк пуслӑх укҫа пысӑкӗш, тепӗр енче — хӑйӗн сӑнӗ, тет. Тепӗр кун эпир кунӗпех вӗҫӗ-хӗрри курӑнман хӑвӑлсем айӗнче пӗр сӑмах та калаҫмасӑр пытӑмӑр. — Итлӗр-ха, — терӗ вӑл, пӑшӑрханса: — эсир вӗсем каварлашнине манса та кайнӑ пулӗ-ха!.. Кирлӗ-и, хӑвӑр пӗлсе тӑракан мӗнле те пулин сӑмахах пач манса каймалла тӑватӑп? Тӗлӗксен пӗлтерӗшне мӗншӗн тупатӑп тата эпӗ? Ку ыйтупа парти райкомне те кайма шутламарӗ вӑл. — Хи-хи-хи! — кулса илчӗ ларчӑк ҫинче ларакан негр Джеху, плантаци кӗнекийӗсенче Пойндекстер Плутонӗ тесе шутланаканскер. — Ҫамрӑк мисс мана ҫак хура прерире тӗлӗкре курӗ. — Нумай тупрӑн-и? Анчах мана именни чарса тӑчӗ. Вӑл ӑшшӑн кулса ячӗ те:— Акӑ эпир ура ҫине тӑтӑмӑр ӗнтӗ, пирӗн мӗнпур сурансем тӳрленсе ҫитрӗҫ, — терӗ. Вара вӑл каска ҫинчен тӑчӗ. Грушницкий мана катаранах курчӗ те ман пата пычӗ: хӗпӗртенипе унӑн куҫӗсем темӗнле кулӑшла йӑлтӑртатаҫҫӗ. Халӗ Лидӑн Развалихина мӗн те пулин кӳрентермелли, тӑрӑхламалли сӑмах калас килет, анчах ыйхӑ пуснипе вӑл куҫӗсене хупать. — Ҫӑлӑнмалла, ҫӑлӑнӑҫ шырамалла. Ӗнтӗ тӗттӗмленсе ҫитет, — пӗлӗтсем аяларах анчӗҫ. — Пӗлтерӗшӗпе мар пирвайхи, туй ҫинчен пӗлсенех чи малтан пыратӑп, ҫавӑнпа пирвайхи хӑна. — Памперо, — терӗ вӑл, — тӑтӑшах виҫшӗр кун тӑвӑл тустарать. Ҫенӗхре вӑл ҫӗрӗпе ларса та сивӗнмен ӑшӑ шывпа питне хыпаланса ҫурӗ те крыльца ҫине тухрӗ. Амӑшӗн вырӑнӗ ҫине выртнӑ чух вӑл пуҫне хыҫкаласа мӑкӑртатрӗ. Миките хапхаран тухса, лашине пӳртум патнелле ҫавӑрсанах, Ваҫили Андрейч та ҫӑварне пирускӑ ҫыртса, тул турттарнӑ тӑлӑппа, пилӗкне аялтан сарлака пиҫиххипе пӑвӑнтарса ҫыхса, ҫӳллӗ пӳртумне тухнӑ та чарӑнса тӑнӑ. Пӳртумне таптанса ларнӑ юр унӑн сӑран тытнӑ ҫӑматсем айӗнче кӑчӑртатнӑ. Халӗ вӑл начальник мар, нимӗнле ӗҫе те татса памасть, нимле учреждение те ертсе пымасть, анчах хӑш чух этеме лайӑх итлеме тата ырӑ канаш пама пултаракан ҫын кирлӗ. Пирӗн ҫумран, васкамасӑр, вӑрӑм мӗлкисене сӗтӗрсе ҫынсем иртсе каятчӗҫ, урасем айӗнчен тӗтӗм пек тусан тӑрса, ҫав мӗлкесене пытаратчӗ. Ҫак кунтан пуҫласа вӑл мана халичченхинчен икӗ хут тӑрӑшарах хӑйсен чӗлхине вӗрентме тытӑнчӗ. — Эсӗ каллех хӑвӑнне тытӑнтӑн пулас, Иван? — сасартӑк хыттӑн каласа хучӗ Андрей; салтаксем те шӑпӑртах пулчӗҫ. Вася, нимпе те витӗнменскер, яланхиллех йывӑҫ ҫын пек утать — чӗркуҫҫине хуҫлатмасӑр, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле пусать. Почтмейстер, ытла та ухмахскер, нимӗн те пӗлмест: кунта нимӗнле Испани депутачӗсем те ҫук, ҫыру ярас пулсан, ҫирӗплетнӗ хак тӑрӑх илетпӗр, тет. Эсӗ: пулаҫҫӗ, терӗн-и? Анчах… те Переброд хресченӗсем хӑйсем ҫынпа явӑҫма юратсах каймаҫҫӗ, темле ҫав тери ютшӑнчӑк, те эпӗ хам ӗҫ-пуҫа пуҫарса яма пултарайманскер, мана курсан, вӗсем ҫӗлӗкӗсене таҫтан-аякранах хываҫҫӗ те, хампа танлашсан: «Гай буг», мӑкӑртатаяҫҫӗ тӗксӗммӗн, — «Турӑ пулӑштӑр» тенине пӗлтерет пулас ӗнтӗ ку, — манӑн вӗсемпе хутшӑнасси мӗнпурӗ те ҫакӑ ҫеҫ. Хула патне ҫитеспе Развалихин хӗҫпӑшалне хывса хурать: винтовкине утӑ айне, револьверне кӗсьене чикет, вара комсомолӑн округри комитетне ахаль ҫын пекех пырса кӗрет. Ылханлӑ кимӗ пирӗн урасем айӗнче хуллен хумханать… — Тете, тете, кӳрт-ха, — илтӗнчӗ алӑк леш енчен ачасен ҫинҫе сасси. Ку виле чӑн та Скелет утравӗ еннелле кӑтартать. Компас В. — Ю. — В. тата В. еннелле кӑтартать. Ҫывӑраканӗсенчен пӗри харлаттарма пӑрахрӗ. Вара Баун теекенни Бим хутне кӗрсе каланӑ: — Упа пӗрре пӗр ҫулпа пычӗ, тепре тепӗр ҫулпа, е малалла иртрӗ, е каялла ҫаврӑнчӗ, юлашкинчен Киш ӑна малтан тӗл пулнӑ вырӑнах ҫитсе тухрӗ. Ҫавӑнта илсе кайрӗ вӑл хӑй юлташӗсене. Ку ӗҫе эпӗ вӗрентмен вӗт ӑна! — терӗ амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе. — Эсир манран турра туртса илсен, манӑн, карчӑкӑн, хама кичемлӗх пусса илсен, нимӗн ҫине те тайӑнмалли пулмасть! Газсем шӑршласа куртӑм, антраса пӗтрӗм. — Американкӑна? Том хӑранипе йӑлт кӑвакарса кайрӗ. Полозов ҫаплах чаплаттарчӗ. Людмила вӑраххӑн койка патӗнчен аяккалла кайрӗ, унтан чӳрече умӗнче чарӑнса тӑчӗ те, таҫталла тӳррӗн пӑхса, Власова халиччен илтмен, яланхи пек мар сасӑпа:— Вилчӗ… — терӗ. Пӗрре ҫеҫ пӗр офицерӑн хӗрсе кайнӑ лаши ман сӑмса тутрине чӗрнипе чӗрсе шӑтарчӗ те, такӑнса ӳксе, хӑй ҫинчи ҫыннине ывӑтса ячӗ. — Ҫук, ку пачах пурпӗрех. — Апла пулсан, пирӗн мӗнрен хӑрамалла-ха? Шала кӗрер! Вара вӑл хӑйне темле куҫа курӑнман, ҫав тери ҫирӗп алӑсем ярса тытса ҫавӑркаланине туйнӑ, кунӗ-кунӗпе кӗрлекен шав, пуҫа тулса, ӗҫ пирки шухӑшлассисӗр пуҫне, ытти нимӗнле шухӑш валли те вырӑн хӑварман, фабрика трубинчен мӑкӑрланакан кӑтра тӗтӗм тавралӑха салхулӑхпа кичемлӗх сарса тӗксӗмлетнӗ. Кӑнтӑрла иртсен вунпилӗк минут тӗлӗнче прилив чи ҫӳле ҫӗкленсе ҫитет, унччен, паллах, ку ӗҫе туса ӗлкӗрейместӗн. Ун чухне прилив вӑхӑтӗнче судно мӗн хӑтланнине ҫеҫ тӗрӗслесе пӑхма пулать, тепӗр приливччен вара, брига хӑйӑр ҫинчен хӑпартас тесен, мӗн тумаллине йӑлтах хатӗрлесе ҫитермелле пулать. Сывлӑш типӗ тӑрать, тӳпе тӗксӗм-кӑвак тӗслӗ. Ҫавӑнтан кӗнекеҫӗ шутсӑрах хӑраса карӗ, вӑл самантрах ман паталла тайӑлчӗ те пӑшӑрханса мантан ыйтма пуҫларӗ: — Ӑна эсӗ мӗншӗн ҫыратӑн-ха? Вӑл, ку таранччен сайра тӗл пулакан е никам курман хурт-кӑпшанкӑ тупаймарӗ пулсан та ботаникӑра нумай ҫӗнни уҫма пултаратчӗ. Эпӗ шапах пуҫра палӑртса хунӑ ҫав кантрана урапа перӗнмелли минутра Олеся сасартӑк ӳкнӗ евӗр туса илет-мӗн те, кун пек чух вара, хӑй каланӑ тӑрӑх, чи ҫирӗп ҫын та ӳкмесӗр юлма пултараймасть… Пӑхатӑп, алли ун усӑнса аннӑ, шутлатӑп: тӳрлетсе хумалла, ҫывӑрса ларма пултарать алли… Пырах, ташла… ак сан валли йӗкӗт те кунтах, — терӗ вӑл, ман ҫине кӑтартса. Тоня алӑк патне чупса кайрӗ. Ӗнтӗ кита тапӑнма пӑрахмалла та мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шутламалла. — Эпӗ кунта ҫӗпре пекех темелле, эс кӑна ахалех калатӑн… Вӑл алӑк уҫма тухрӗ, эпӗ стена хӗррине, Ромашов кӗнӗ маях мана ан асӑрхатӑр тесе, алӑк патнерех тӑтӑм. Ытлашши сапаланса тӑмасӑр ҫулҫӳрекен француз ҫыннине мӗнпур пулас ӗҫсем ҫинчен кӗскен каласа пачӗҫ; документсен историйӗ ҫинчен те, адмиралтействӑна панӑ ыйту ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен те, ыр кӑмӑллӑ Элен Гленарван панӑ сӗнӳ ҫинчен те вӑл питӗ хумханса итлерӗ. — Сударыня, — терӗ вӑл кун хыҫҫӑн, — сирӗн харсӑрлӑхпа ырӑ кӑмӑлӑра курса эпӗ хавхаланса тӑратӑп. Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе сӗтеле ҫапрӗ. Шуйттан тытса тӑпӑлтарасчӗ сана, хӑвӑн тамашӑву-мӗнӗпе! Вӗсене ӳстерме, ҫитӗнтерме йывӑр, анчах тӑлӑха хӑварма вара хальхи вӑхӑтра пит ҫӑмӑл… — Мӗнле йывӑҫсем? — ыйтрӗ Базаров кӑна илтсен. Татуировкӑланӑ сарлака кӑкӑрне хыҫкаласа, Давыдов килнӗ ҫын ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ: — Сисет ман чӗре: эсир райком уполномоченнӑйӗ пулмалла… Карчӑк кӑмака хыҫӗнчи сак ҫинче коконсене сӳтсе ларать. Унӑн хӗрӗ ӑнсӑртран ҫеҫ Морис-мустангерпа хирӗҫ пулнӑ-и, тен. — Макарӑмҫӑм, чӑнах-и? Гинка Генки, пӗрмаях «Право» хаҫат вуласа тӑраканскер, политикӑлла ӗҫсене пӗлсех тӑрать те, сӑмах калас тесе ҫӑварне уҫнӑччӗ кӑна, Гинка ӑна шӑтарас пек пӑхса илчӗ те уншӑн хӑй каласа хучӗ: — Любобратич вӑл, Дона кукамай, герцеговинсен ҫулпуҫӗ. Ӑҫта-ши Жухрай? — Эпир камсем иккенне ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ? — тесе ыйтрӗ ватӑраххи, савӑнаҫлӑн кулкаласа. Хуҫа мана апат ҫиме кунне пилӗк пус парса тӑратчӗ; вӑл ҫитместчӗ, эпӗ пӑртак выҫӑрах ҫӳреттӗм; ҫавна кура рабочисем мана хӑйсемпе пӗрле ирхи апат та каҫхи апат ҫиме чӗнетчӗҫ, хӑш чухне тата подрядчикӗсем те мана трактире чей ӗҫме чӗнетчӗҫ. Ватӑ Берестов та шухӑшланӑ; вӑл хӑй кӳрши ҫинчен хӑйне майлӑ ухмахланса (е, хӑй калашле, акӑлчанла ухмахланса) пурӑнакан ҫын тесе шухӑшланӑ пулин те, ҫапах та унӑн нумай лайӑх енӗсене, сӑмахран, вӑл ӗҫе питӗ те пӗлсе тунине шута илмесӗр хӑварма пултарайман. Нумайччен, ҫурҫӗрчченех калаҫрӗ вӑл, мана тӳрех хӑйпе юнашар ҫирӗппӗн тӑратасшӑн пулчӗ пулас. Аса илсен, халӗ те вӑтанатӑп! Вставай, подымайся, рабочий народ! Хӑйсен пыйтисене пӗтерме пултараймаҫҫӗ, анчах ҫынна пӗтерсе хума — хатӗр! Пирӗн ватсупнӑ мӗн хӑтланнине курсан, ӗне те кулмасӑр чӑтайман пулӗччӗ. Ҫак кӗтӳҫӗн хытнӑ чунӗнче вӑл та, ку та пӗр виҫепех вырнаҫса тӑрать иккен. Ҫакӑн хыҫҫӑн дикарьсем ҫывӑхри сӑртсем ҫинчен васкасах анса хӑйсен фортне кайрӗҫ. — Суятӑр! Бандӑн пур ҫӗрте те хӑйӗн куҫӗ, хӑйӗн хӑлхи. Вӗсем эсреметсене майлаҫҫӗ пулсан, тем мар, ҫапла кирлӗ те ку, тивӗҫлӗ ӗҫ, сире вара, панычу, ҫакна калатӑп эпӗ — хӑвӑртрах тухса шӑвӑнӑр. Княжнин. Манӑн шухӑшпа, экспедицинче мистер Гленарван пулмалла, Мак-Набс майор, унӑн ӗнтӗ хӑй вырӑнне никама та хӑварас килмест, сирӗн шанчӑклӑ тарҫӑр Жак Паганель… Хӗрача ӑна лӑпланса ҫирӗпленме сӗннӗ. Ак ҫав каҫсенчен пӗри — вӗсем вӗт пурте пӗр майлах иртетчӗҫ. Макар ҫилленчӗ, анчах лӑпкӑн пӑшӑлтатса илчӗ: — Каларӗ! Юлашкинчен, акӑ вӑл йӑлтах ҫисе ячӗ, ӳсӗр куҫӗсене чарса пӑрахрӗ те ывӑнса ҫитсе хӑрӑлтатать: — Ӗҫмелли парӑр… — тет. «Тутанса пӑхӑр,» — терӗ мана Полутыкин: — ку лайӑх, ҫӑл шывӗ». «Анчах Корчагин лётчик пулман вӗт, — шухӑшларӗ халь Алексей. Калаҫма хал ҫитмен пирки вӑл унӑн аллисене ҫеҫ хыттӑн чӑмӑртарӗ. — Мӗнле калас… Вӗсем, арпалӑхсем таврашӗнчи юр ҫинче питӗ нумай хӗреслесе тунӑ тӗрӗ пек йӗрӗсене хӑварса, тӗшӗрсе пӗтернӗ улӑм сапаланчӑкӗсене пӑрахса хӑварса, кун каҫма хӗрлӗ хӑвалӑхсем хушшине, хӑйӑрлӑ тӑвайккисен хӳттине вӗҫсе каяҫҫӗ. Пӑттинчен нӳрлӗ пулӑ шӑрши кӗрет, ҫӑвара час-часах пулӑ хуппи лекет; ракӗсене кашӑка ҫаклатма ҫук, апат ҫиекенсем ҫавӑнпа ӑна аллисемпех иле-иле ҫирӗҫ; ку тӗлӗшрен уйрӑмах Вася маттур пулчӗ, пӑтӑпа вӑл аллине кӑна мар, ҫаннине те йӑлт вараласа пӗтерчӗ. Иртнӗ каҫа куҫ хупмасӑр ирттернипе пуҫӑм та кӑштах ыратать манӑн, хушӑран-хушӑран хӑлха чанлать, кӗрлесе-шавласа тӑрать, ҫапла хӑлха, чӑнах та, хӑлха чанлать, мотор тӗлӗнмелле лайӑх ӗҫлет те… Акӑ ӗнтӗ, юлашки машина анса ларчӗ. Хӑйӗн кашни кунне вӑл ҫирӗп график тӑрӑх пайларӗ. Кунне виҫӗ сехет хушши — ирхине, кӑнтӑрла тата каҫхине пӗрер сехет — вӑл протезсене тӑхӑнса коридорсем тӑрӑх ҫӳрерӗ. Амӑшӗ, ытти ача амӑшӗсем пекех вӑйсӑрскер, вӗсене ыталарӗ те, икӗ пысӑк мар икона кӑларса, ӗсӗклесе йӗрсе, вӗсене ывӑлӗсен мӑйӗнчен ҫакса ячӗ. Ҫур миль сарлакӑшне саралнӑ шыв ҫӳллӗ камед йывӑҫҫисемпе те акацисемпе ӳссе кайнӑ икӗ ҫыранӑн хушшипе хӑйӗн тӑрна куҫ пек тӑрӑ шывӗсене канлӗн юхтарса выртать. Сивӗ те хӑрушӑ. Хӗр малалла ӳпӗнет те — пӑтранчӑк тикӗс уй варринче, кӗрхи ҫилӗн хаяр вӑййинче ҫӳпӗ пек ҫеҫ пулса тӑрать. Ку кӑнтӑрлахинчен темиҫе хут хӑрушӑрах. Кӑнтӑрла — ҫул уҫӑ, тух та шу кӑна, эпир тарнине никам та пӗлес ҫук. — Ара, мӑнакка? — Шыв ҫук ӗнтӗ, Аксель, анчах чуста евӗрлӗ лава пур, вӑл хӑпарса, пире кратер шӑтӑкӗ патнелле илсе тухӗ. Тӑван ял тата тӑван ҫӗршыв — ҫак сӑмахсем ӗнтӗ Вандея вӑрҫин пӗлтерӗшне татӑклӑн кӑтартса параҫҫӗ. Пуҫӗ ун хулпуҫҫийӗсем ҫинче текех вӗлтлетсе, ҫаврӑнса тӑнӑ, ҫакна пула, Фома ӑна сӑнаса та ӗлкӗреймен, вӑл ӑна ҫакӑншӑн ҫилленнӗ, хӑй ҫумӗнчен тӗрте-тӗрте ярса, тарӑхса кӑшкӑрнӑ: — Ан ҫулӑх! Купецсем ун тавра пӗр талккӑш тӗксӗм масса пулса тӑнӑ… Вара эпӗ каялла кайрӑм, чӗрӗк сехет утрӑм, ҫавӑрӑнкаласа пӑхатӑп: анчах никам та ҫук. Ӗҫӗ вӑл савӑнаҫлӑ та ҫӑмӑл, шӑп та шай ватӑ ҫын тумалли ӗҫ. Тухтӑр манӑн ҫурӑм хыҫӗнче темскер мӑкӑртатса тӑчӗ, анчах та эпӗ итлемерӗм ӑна, вӑл мана урана сӗрме спирт сӗнет, суратӑп эпӗ унӑн спирчӗ ҫине. — Дон Морисио-мустангерӑн. — Эсир кам пулатӑр вара? Эпӗ сире ҫӑкӑр тупса парас ҫук, анчах пӑтӑ пӗҫерсе хуратӑпах, — эпӗ, тӑванӑм, пӗҫеретӗпех ӑна! Хӑлхусене сарса ан пӑрах, ҫыхӑнӑва ан ҫухат. — Ну, юрӗ, курӑпӑр, — терӗ вӑл мӑкӑртатса. — Аллусене ан хыҫ, — тесе вӑл пӑшӑлтатни илтӗнсе килет. Хӑй каласа панине хӑех ӗненет-ҫке-ха тата, ҫакӑнпа вӑл хӑйне итлесе тӑракансене тӗ пӗтӗмпе шантарать. Ман тӗлӗшпе вӗсем ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, хӗнесе тӑкма хатӗрленеҫҫӗ. Пӗлмелли те ҫук… — Кӗсьесене чулсем тултарӑпӑр. Шӑп ҫавӑн пекех, анчах унтан та начартарах, унтан та киревсӗртерех. — Хӑй ҫакӑнса вилчӗ те, ун пурнӑҫне те туртса илесшӗн ӗнтӗ. Ҫаксем пурте вилнӗ-им? Пӗлӗт ҫине уйӑх шуса тухсан, Синопӑпа аслашшӗ вигвамран тухнӑ. Ухмаха та ернӗ, чирленҫи те пулнӑ, тытамак тытнӑ пек те туса кӑтартнӑ. «Мӗнле, ывӑлӑм, пулӑшрӗҫ-и сана хӑвӑн ляхусем?» — Мӗне кирлӗ тата вӑл? — ыйтнӑ старик, хулпуҫҫийӗсене кӑртлаттарса. Тахҫанах курнӑ эпӗ сире, тунсӑхласа та ҫитнӗ сирӗнсӗр. — Пӑрҫа-и? — терӗ вӑл юлашкинчен тилхепесене туртса. Республика ури айӗнче паллӑ мар ҫарсем ҫӳренӗ вӗсем, кӗтмен ҫӗртен, ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫӗр айӗнчен сиксе тухнӑ та пӗр самантрах ҫӗр айне кӗрсе кайнӑ. Мӗн путса лартӑр эсир унта? — Мӗн пулчӗ? — ыйтрӗ Геркулес, ялан руль кӗсмене тытса пыраканскер. Казаксем, ӑна ҫул парса, ун ҫине пӑхаҫҫӗ. Сулахай ҫыранӗ аялта хӑйӑр тӗмӗсемпе йӑлтах кукшаланса пӗтнӗ. Вӗсене Днепр, ҫуркуннехи ею чаксан, хӑйӗн ҫыранӗсем хушшине кӗрсе вырнаҫнӑ хыҫҫӑн лартса хӑварать. Мана хирӗҫ ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнчи хӑвӑлра ҫав илемлӗ сӑмах тепӗр хут янӑраса илтӗнчӗ. Акӑ халӗ эпӗ… епле ырӑ кӑмӑллӑ! Шалкам ҫумӑрпа уҫланкӑ та исленсе кайрӗ, майӗпен-майӗпен пӗвене ҫаврӑнчӗ. Эпӗ ҫак хӗрарӑма хамӑн пурнӑҫра чи пуҫласа тата пӗртен-пӗр хут чӑн-чӑн юратупа юрататӑп. — Кӗтме те пулать, — терӗ, кӑмӑллӑн кулса, Давыдов. «Ӑна хӗнеҫҫӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, — хӗнеҫҫӗ… хӗнеҫҫӗ…» Мӗнле-ха эпир ун вырӑнне ҫак ватӑ курака ярса тытнӑ, турӑ пӗлет-и тен!» Иван Никифорович шыва кӗме питӗ юратать; мӑйӗ таран шыва кӗрсе ларать те ҫавӑнтах сӗтел лартса пама хушать, сӗтелӗ ҫинче сӑмавар та пултӑр, ҫавӑн пек уҫӑ ҫӗрте вӑл савӑнса чей ӗҫет вара. — А эсӗ, тусӑм, лар, лар! Анчах Елена кӗлтума пултараймарӗ: вӑл чул пек хытса ларчӗ. Ытти пӑрахутсем, хӑйсен хыҫӗнчен шыв кӑпӑклантарса, океаналла, Липинцы еннелле, Вавжонпа Марыся хӑйсен телейӗсене, канлӗхне хӑварнӑ ҫӗрелле каяҫҫӗ. Капитан Чеслов, сывлӑмлӑ курӑк ҫине картта сарса хурса, эскадрильери лётчиксене ҫӗнӗ вырӑн хӑш тӗлте пулмаллине тата унта мӗнле каймаллине кӑтартрӗ. — А! — терӗ Шубин. Ҫӗрпе питӗ ҫывӑхра хирӗҫ пулнӑ вӑхӑтра Марс пӗлӗтри чи ҫутӑ ҫутатакан ҫӑлтӑрсенчен пӗри шутланать. Гленарван, Мюльреди, Роберт пӗр енчен, Паганель, майор, Ольбинет тепӗр енчен, брашпилӗн параппанне ҫавӑрттарса, авӑрсене пӗрин хыҫҫӑн тепри пусма пуҫларӗҫ. Унӑн кӑмӑлӗ — Аэлита эпӗ сирӗнпе пӗрле пулаятӑп-и? — хӑйне хӑех ют ҫак сасӑсенче чӑна тухрӗ. Эрех унӑн шӑмшакне ҫемҫетсе ячӗ, анчах ӑс-тӑнне сӳнтереймерӗ; унӑн пуҫӗнче пӗр ыйту янлатса тӑчӗ: — Ӳсӗр-и эпӗ? — Нимӗн те мар, эпӗ ӑна кӑштах… Ҫав уйрӑмлӑх ҫинчен сасӑсем тӑрӑх ӑнлантарса парас терӗм… — Защитнике йышӑнмарӗ, тата калаҫасшӑн та мар. Ӗлӗкхи пекех, Катьӑн ҫӑварӗнчен пӑхса вӑл хушнине итлеме юратать. Ӑна манӑн хӑй ертсе пыракан усал ҫынсен аллинчен питех те хӑтарас килчӗ, халӗ, кая юлсах кайман чухне, унӑн пуҫне ҫӑлас килчӗ. — Бойчо, Бойчо! — аран сывлӑш ҫавӑрса йӗрсе ячӗ хӗр, Огнянова пуҫӗнчен тытса. Ҫав аякри ҫӑлтӑрсем пек пирӗн пӗчӗк хулана килсе ӳкнӗ ҫырусене манмалла-и-ха ара? Ҫавӑнпа та виҫӗ ҫырӑва пурне те пӗр ҫӗре пӗрлештермелле пулать, вӗсене мӗнле те пулсан пӗр чӗлхе ҫине куҫарсан, хамӑра мӗн кирли ҫинчен йӗркеллӗрех те уҫҫӑнтарах, ӗҫе тарӑнрах илсе калаҫма тытӑнма та юрать. Ҫӑвара уҫса сывлӑш ҫӑтатӑп, чӗрем те таҫта инҫетре, урӑх нихҫан таврӑнайми ҫӗре каять. Пур ачасемшӗн те праҫник пулакан вырсарникун ӑна ӗҫлеттерни лайӑх мар пулин те, урӑхла май ҫук: ӗҫе вӑл тӗнчере темӗнрен те ытларах кураймасть, манӑн хамӑн тивӗҫе хӑҫан та пулин пурнӑҫа кӗртес пулать, унсӑрӑн эпӗ пӑсса пӑрахатӑп ачана. Хамӑра уйрӑлмашкӑн ытла йывӑр ан пултӑр тесе, атя юлашки кунсене те пулин хавассӑн ирттерер хуть. — Ну, ӗнтӗ, шӑпрах пулсамӑрччӗ!.. Тапранса кайнӑ шӑв-шава Давыдов аран-аран чарчӗ. — Кунта та эпех тӗрӗс, — хӑвӑрах ӗнтӗ шутласа пӑхӑр. Тепӗр енне лексен, эпир йӗрӗсене тупӑпӑр. Анчах ку хыпар Санина пӗртте хуйха ямарӗ. — Шел, асӗ пулмарӑн! — терӗ Павел сӗтел умӗнче хӑйӗн чей стаканне салхуллӑн пӑхса ларакан Андрея. Вӑрлӑхлӑх тырра-и?! Старик хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ те кӗсйинчен кӑларнӑ виҫӗ тенкӗлӗх укҫине каялла чикрӗ. Револьверне ҫавӑнтах ҫурӑм хыҫне пытарчӗ, — сада ватӑ джентльмен Ф. Г. Колокольчиков доктор кӗнине курчӗ-ҫке. Эсӗ, ме-ха, акӑ, ӑшна йӗпет, тен, часрах урӑлӑн, — вӑл Гаврилӑна бутылка тӑсса пачӗ. — Чӑнах та, — терӗ Элен, — майӑн 31-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 27-мӗшне ҫитиччен… — Грант капитан ҫӑмӑлах Лӑпкӑ океана каҫма пултарнӑ! — тесе хавхаланса ҫӗкленчӗ Паганель. Кунта ӑнсӑртран ҫитсе лекрӗм. Ҫӳлерех вӗҫме вара? Тӑкӑрлӑкран тӑкӑрлӑка, урамран урама куҫса пырса, вӗсем чылаях пысӑк ушкӑна пуҫтарӑнчӗҫ, кӗлетсем патнелле талпӑнчӗҫ. Нестеренко вара, асӑрханса та ачашшӑн, аллине ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ, ӑна кӑштах хай патнелле туртса, ыйтрӗ: — Анчах кӳренмелле мар! — Пит инҫе, ӑшӑ тинӗссен леш енче. Сӑмахсем япаласен ячӗсене кӑна кӑтартса панипе, вӑл хамӑр шухӑшсене пӗр-пӗрне пӗлтерме хамӑрпа пӗрле ялан кирлӗ япаласем йӑтса ҫӳресен авантарах пулать, тесе шутлать. Ҫак чулсем кайран кометӑсем пулса кайма пултараҫҫӗ. Астероид ҫурӑлнӑ хыҫӑн пӗр-пӗр ванчӑкӗ питӗ тӑрӑхла ҫул тӑрӑх куҫма тытӑнать те комета пулса каять. Айлӑмри ҫыран хӗррипе темле лутра вӗтлӗх ӳсет. Кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе, китаец ӑна кӑшт ҫеҫ ураран ӳкермерӗ. Тӑрна пекех утса пырать хӑй, урисем пуррине те туймасть пулӗ ҫав…» — тесе калаҫаҫҫӗ. — Ҫӗр выртмастӑр-им? Мӗнле пурӑнатӑр, капитан? Чирленисем малалла утаймаҫҫӗ. Унӑн пӗтӗм шӑмшакӗ йывӑрланса кайрӗ. Арина Власьевна, пӗтӗмпех куҫҫулӗпе исленнӗскер, унӑн мӑйӗнчен уртӑннӑ, вара иккӗшӗ те ҫӗре тӗшӗрӗлсе аннӑ. — Малашлӑх ҫинчен, — хирӗҫ тавӑрчӗ те Говэн, каллех хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путрӗ. Анчах мӗн тӑвас тен-ха, Петька приказне ирӗксӗрех итлес пулать. «Пирӗннисем мӗнле-ши? Час-часах снаряд воронкисем, вут-ҫулӑм ӗнтсе, ҫунтарса янӑ ҫаврашкасем, хыпаланса чавнӑ пӗчӗк окопсем тӗл пулаҫҫӗ, — вӗсенче хуп-хура шыв тӑрать. — Паллах, килӗшнӗ, сана чунтан тав тӑватӑп. Таҫти кӳлӗ ҫийӗнче пӗлӗт пек капланса вӗҫекен хуркайӑксем кӑшкӑрни илтӗнет. Мӗнле майпа пӑрӑнмалла-ха ун кит пырса ҫапӑнассинчен? Эсӗ юл кунтах, ним пулман пек пул, эп ҫав вӑхӑтра, тен, мӗн те пулин шухӑшласа кӑларӑп»… Вӗсен юнӗ пӗр ҫаврӑмпа юхать тейӗн, — пӗр хӑпартланура, пӗр ӳтпе вӗсем авалхи-авалхи, ҫиҫсе ялтӑртатакан аса илӗвелле вӗҫеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн мушкетне ҫӗр ҫине хучӗ, камзолпа жилетне хыврӗ, хӗҫпӑшалсенчен хӑй ҫумне хӗҫпе икӗ пистолетне ҫеҫ хӑварчӗ. Вӗсем Гальмалопа пӗрле ҫӗр ҫурӑкне тухнӑ вӑхӑта тарса тухнисенчен пӗри те кунта юлман. — Мӗнле аван индеец вӑл Талькав! — терӗ Роберт. — Ну, мӗн тейӗн, кам вӑйлӑрах? — терӗм эпӗ ҫав нимӗҫе, — чӗрех ак эпӗ. — Вӗрентекенӗм, вӑл мана урӑххипе аптӑратать. Европӑра куккук куккуклани вырӑнне кунта пӗр морпук люлюклатса анчах каҫӑн шӑплӑхне хускатать. — Мӗнле шутлатӑр эсир, Халл мистер, — терӗ ӑна Уэлдон миссис, — ман упӑшка кунта пулнӑ пулсан, вӑл манпа, пирӗн ывӑлпа пӗрле «Пилигримпа» ишме иккӗленсе тӑнӑ пулӗччӗ-ши? Сирӗн вӗсене ҫапла, ҫав териех васкаса хуса кӑлармалла-и ӗнтӗ? Ну хуть кӑшт кӗтсемӗр эпӗ улпутпа хам калаҫса пӑхиччен. Староста тӳрех пирӗн умма тӗршӗнсе ӳкет, вӑл, хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑн пек телей пуласса ӗмӗтленме те хӑяйман… — Епле пулсан та асӑрхавлӑрах пулма тивет, — терӗ Паганель. Эпир ӑна хамӑр сӑмахсен пылчӑкӗпе, хамӑр сӑмахсен наркӑмӑшӗпе хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ сапса варалатпӑр. Сатурнран та инҫетри планетӑна Уран тесе ят панӑ. Эсир, пурте тенӗ пекех, начар ӗҫлетӗр. Пурте вӗсене хупӑрласа илчӗҫ, шеллеме, ҫепӗҫ сӑмахсем каласа лӑплантарма тытӑнчӗҫ, чӑматанӗсене сӑрталла йӑтса утрӗҫ, хӑйсенчен уртӑнтарса, вӗсен куҫҫулӗпе йӗпенсе пычӗҫ, короле унӑн пиччӗшӗн юлашки сӑмахӗсене каласа пачӗҫ, лешӗ вара йӑлтах пӳрнисене вылятса герцога куҫарса пычӗ, вӗсем иккӗшӗ те леш тӗнчере выртакан тир-сӑран ӑстишӗн кулянчӗҫ, тӗнчере нимсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн. Тахҫанхи йӗс пакур Ҫапла ӗнтӗ, чӗре пӑлана пуҫӗ, хӑлхи, куҫӗ-мӗнӗпе ҫисе янӑччӗ кӑна, ненецсем пирӗн пата хӑйсен йывӑҫран туна япалисене сӗтӗрсе те килчӗҫ. Вӑл хӑй ҫинчи шинеле сире-сире пӑрахма тытӑнчӗ. — Кӑмӑлтан тав тӑватӑп, ваше превосходительство! Ют ҫӗртен килекенсене йышӑнакан ҫӗрте пӑртак акӑлчанла калаҫкаласа панипе тата алӑсемпе кӑтарткаласа илнипе вӗсене Британи консулӗн резиденцийӗ Консепсионра пулни ҫинчен пӗлме май килчӗ, кунта ҫитме Талькагуанӑран пӗр сехет каяс пулать. — Пӗри юлмичченех! — татӑклӑн ҫирӗплетсе хурать Никифорыч, медалӗсемпе лаша хӑйне кӳлнӗ хатӗрсемпе чӑнкӑртаттарнӑ пек чӑнкӑртаттарса. Варя хӑвӑрт утса пычӗ, тӳрех Давыдов ҫумне тӗршӗнчӗ, ун пичӗ ҫине сывласа, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатма пуҫларӗ: — Савнийӗм, пирӗн пата ан пыр эсӗ, аннепе нимӗн те ан калаҫ! Станци — вӑрманта. Вокзалӑн ҫурчӗ пысӑк мар, ун тавра ишӗлсе аннӑ пушӑ ҫуртсем тӑлӑххӑн лараҫҫӗ, ҫыннисем вӗсен тарса пӗтнӗ. Артур кӗлтумалли пӳлӗме кӗчӗ те пӑталанӑ Христос сӑнӗ умне чӗркуҫленсе тӑчӗ, унтан хӑйӗн пӗтӗм кӑмӑлӗпе турӑ ҫинчен шухӑшласа, ӑна кӗлтума хатӗрленме пуҫларӗ. Эсир мӗн ыйтатӑр, пурне те тӑватӑн. Анчах эпӗ сирӗн ҫинчен шутлани начар енне улшӑнчӗ, — терӗ вӑл. — Манӑн ӑна паянах пӗтерес килетчӗ, — терӗ Пӑван ҫаплах ывӑннӑ сасӑпа: — Эсир мӗн каланине эпӗ пурне те тишкеретӗп. — Акӑ мӗн, юлташӑм. Ҫак пуля вӗлернӗ. Хӑвӑр атамана итлӗр, пур ӗҫе те тивӗҫӗр хушнӑ пек тӑвӑр: козак тивӗҫе мӗн тума хушнине хӑвӑрах пӗлетӗр». 0,99 ҫемье ман евӗрлех ҫавӑн пек тамӑкра пурӑннине, вӑл урӑхла пулма та пултарайманнине эпӗ ун чухне пӗлмен. — Тархасшӑн, кӑларса ярсамччӗ пире, кам ӗлӗкхине аса илет, ҫавӑнне… — хура сухалӗ витӗр именчӗклӗн каларӗ Антип Грач. Вара хамӑн правӑсене хӳтӗлемешкӗн манӑн та адвокат тытмалла пулать, мӗншӗн тесен закон никама та судра хӑйӗн прависене хӳтӗлеме ирӗк памасть. Ҫук аллине калле илмерӗ вӑл, эпир темиҫе минут вара парта хушшинче лартӑмӑр. — Ҫук-ха, анчах часах пуҫланмалла, — терӗ ӑна лешӗ. Ҫырупа пӗрле хаҫат та тыттарчӗ. — Павел — сайра тӗл пулакан ҫын! — терӗ хохол хуллен. Урама тухса хапха умӗнче пӗр сехет ларсанах ҫак пур извозчиксем, дворниксем, рабочисем, чиновниксем, купецсем ман пек тата эпӗ юратакан ҫынсем пек пурӑнманнине, урӑххине ӗмӗтленнине, урӑх ҫӗрелле кайнине ӑнланма пулатчӗ. Каламастӑн-и? Чӑнах-и? — Тӗкӗр! — терӗ вӑл, хыпӑнса ӳксе. Венӑна вӑл чӗрӗ чуна курайман пекех кураймасть. — Пурне те пӗлетӗп, — терӗм эпӗ, кравать патне ҫывхарса. Пӗр-ик ҫупкӑ памаллаччӗ те сана; кун пек хытӑ тарӑхни тахҫантанпах пулманччӗ-ха. — Эсир акӑ ачасем ҫинчен аса илтертӗр. Кӑшт вӑхӑт иртнӗ ҫӗре пуҫӗпе Соломон кӑкӑрӗ ҫинче выртатчӗ ӗнтӗ Суламифь. Ахаль м-междомети ҫех темелле… Алексей кӗсменсене пӑрахрӗ те, юлашки куплета вӗсем виҫҫӗшӗ пӗрле юрласа пӗтерчӗҫ. Вӗсем, чӑн та, парӑмра пулнӑ ӗнтӗ — тӳлесе те татайман, мӗншӗн тесен унӑн тӑванӗ, Марья Васильевна упӑшки, эппин Катя ашшӗ пулнӑ. Николай Антоныч ӑна хӑш чухне «вилнӗ» тет, хӑш чухне «ҫухалнӑ» тет. Эпӗ халь ҫеҫ сире ҫакна каласшӑнччӗ: сирӗн умра эпӗ айӑплӑ, ун чух эпӗ эсир кунта янтӑ дачӑсем илме килнӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ… Имение ним тивӗҫсӗр хӑй аллине ҫавӑрса илсе, тупӑшӗсемпе усӑ курса пурӑннӑшӑн — кун пирки тӗплӗн ыйтса пӗлсе ҫирӗплетнӗ хыҫҫӑн — Дубровские законнӑй йӗркесем тӑрӑх тивӗҫ тӳлеве тӳрлеттерсе, хӑйне, Троекурова, пама ыйтать. Ну, а эсӗ, Олеся, юмлама пӗлетӗн-и? Вӑл темле иккӗленсе тӑнӑ пек пулчӗ, анчах пурӗ те самантлӑха ҫеҫ. Эпӗ ун пурнӑҫӗнчи хӑш-пӗр енӗсене пӗлнипе ҫеҫ ҫакӑнта каланӑ сӑмахсем ман асӑма килсе кӗчӗҫ пулӗ-ха, урӑх ҫын пулсан, ун ҫинчен йӑлтах урӑхла шухӑшланӑ пулӗччӗ, анчах эпир Печорин ҫинчен. Тата кам-ха… — Эпӗ те ҫавнах калатӑп мар-и, Пенрод шӑллӑм! Уншӑн пире кунта хытӑ тыткалаҫҫӗ. Пичче вӗсем ҫине пӑхать. Телескоп ҫӑлтӑра пысӑклатмасть, вӑл ӑна планета пек ҫаврашка е диск пек те кӑтартмасть. Ку вӑл йӗрке мар. Чӑнах та ӗнтӗ, тӑрлавсӑр ҫын. Шӑп алӑк патӗнче капитан хӗҫҫине ҫӗклерӗ те, тухса тӑракан ҫынна тата тепӗр хут чи хӑрушшӑн касса пӑрахма хӑтланчӗ, паллах ӗнтӗ май килнӗ пулсан, вӑл леш ҫынна ҫурмаран касса тататчӗ пулӗ, анчах унӑн хӗҫҫи пирӗн «Адмирал Бенбоу» трактирӑн вывески ҫине ҫакланчӗ. Пичче ҫаплах ӗҫлет: унӑн пуҫӗнчи мӗнпур шухӑшӗ — саспаллисене тӗрлӗ майсемпе пӗрлештересси ҫинче пулнӑ; вӑл хӑйӗн пӗтӗм шухӑшӗсемпе тӗнчерен куҫнӑскер, чӑнласах та ҫӗр ҫинче кирлӗ япаласене пӗртте туйман. Каллех пушӑ вырӑн. Хӑй ӑссӗн шикленсе шухӑшлать пулӗ ҫеҫ-и, тен? Хӑмӑт пӑявӗсене татас пулать, вара лаши хӑех тухать… «Парне туса памастӑр пулсан, улӑшу тӑвӑпӑр эппин». Ун алли чӑнах та чӗтрет иккен, валак пек пӗтӗрнӗ хаҫат татки ҫинчен шултран вакланӑ килти табак ҫӗре тӑкӑнать, пичӗ хӑйӗн макӑрнӑ чухнехи пек пӗркеленнӗ. Унта ачасем валли пӗр пӗчӗк ҫурт уҫнӑччӗ, ҫав ҫурт пирӗн ҫуртчӗ ӗнтӗ. Вӑл ӑна ҫавӑнтах, сӗтел патӗнчех вуласа тухрӗ, унтан аялта пропусксем тӗрӗслесе таракан часовой патӗнче, унтан трамвайра, юлашкинчен тротуар ҫинче, ҫумӑр айӗнче тӑрса вуларӗ. Амӑшӗ — ҫынсем хушшинче яланах пӗрешкел ырӑ кӑмӑллӑ та савӑк пулакан лайӑх хӗрарӑмсенчен пӗри. Ҫакна курсан марсиан аяла анма паллӑ пачӗ. Хӑми Кукушкин койки ҫинче тӑчӗ, Комиссар «суккӑрла», пӑхмасӑр, куҫӗсене хупса выртса вылярӗ. Халь те ас тӑватӑп-ха, сӗтел ҫинчен черви туз картне илтӗм те ҫӳлелле ывӑтрӑм: пурте сывлами пулчӗҫ; куҫсем пурин те, сехӗрленнипе тата тем курас пуррине пӗлес килнипе, пистолет патӗнчен вилӗм тузӗ ҫинелле пӑхаҫҫӗ, лешӗ сывлӑшра пӑлтӑртатса ҫаврӑнса васкамасӑр анать: вӑл сӗтел ҫумне перӗннӗ самантра Вулич пистолет пускӑччине вӗҫертрӗ те… осечкӑ!.. Эсир те хӑҫан та пулин пирӗн станицӑри йӑлапа ман пата виноград эрехӗ ӗҫме пырасса шанатӑп, — хушса хучӗ вӑл. Тӗттӗмленсех пычӗ. Унӑн тӗлӗнмелле сӑмахсем илтес килнӗ, анчах Наталья ун пек сӑмахсене пӗлмен. Манӑн тинкене кӑлараҫҫӗ ӗнтӗ ҫак ҫӗнӗ тӗнӗлсем… Пидорка хӑранипе те ҫенӗке чупса тухрӗ; анчах, мӗн пулса иртнине чухласа илнӗ пек пулсан, ӑна пулӑшма тесе каялла кӗме тӑчӗ; кӑлӑхах! алӑкӗ ун хыҫҫӑн пит хытӑ хупӑнса ларнӑ-мӗн, ӑна уҫма вӑй та ҫитмест. Иккӗмӗш Ивин — Сережка — хурарах сӑнлӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ ача, ҫирӗп сӑмси каҫӑртарах, хӗп-хӗрлӗ хитре тути ҫӳлти ретри тухарах ларнӑ шурӑ шӑлӗсене сайра хутра ҫеҫ хуплать, тӗттӗмрех кӑвак куҫӗсем илемлӗ, ытла та ҫивӗч сӑнлӑ хӑй. — Хӑвна ҫыхса тӑраканнине пурне те пӑрах. Атя пирӗн пата. — Эпӗ сирӗнпе пыратӑп. Никита патне пырса, Наталья унтан хуллен кӑна:— Эсӗ тата мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн? — тесе ыйтрӗ. Хӑш чухне йывӑҫсем хушшинче Никита — унпа ӑшӑ кӑмӑлпа калаҫакан пӗртен-пӗр ҫын вӗлтлетсе иртнӗ, анчах, Наталья ӑна хӑйӗнпе пӗрле калаҫса ларма чӗнсен, халӗ вӑл та айӑпа кӗнӗ пек:— Каҫар, ман вӑхӑт ҫук, — тенӗ. — Чӑнах та! Динго ҫук, — сас пачӗ Геркулес. — Ан шарла, ухмах! Ывӑлӗн сарлака ҫамкаллӑ пуҫӗпе тӗксӗмрех пичӗ ҫине тӳррӗн пӑхса, Петр хӑй ӑшӗнчи тарӑхӑвне пусарса лартрӗ. Хӑйсен аллипе тунӑ япаласем вӗсене пӑхӑнтарнӑ, сӑн-сӑпатсӑр ҫынсем туса хунӑ. Йӑлтах инкек килсе ҫитрӗ. Томпала Гек хӑранипе вӑйсӑрланса кайрӗҫ, анчах вӗсен ӑшчиккисенче питех те ҫӑмӑллӑн туйӑнчӗ. — Хваттер ӑҫтине эсӗ халь тесен халь калама пултаратӑп. Анчах тунтикун листоксем каллех курӑнаҫҫӗ, рабочисем каллех пусӑрӑнчӑк сасӑпа шавлаҫҫӗ. Эпӗ ҫакӑн ҫӳлӗшӗнчен ҫӗре шаплатасран хӑраса сӗтел хӗрринчен шаларах куҫса лартӑм. Ахӑртнех, вӗсене пӳртрен, шалтан пере-пере пӑрахнӑ. Ку ӗнтӗ Марко байӑн «эрмитажӗ». Унта Румынирен илсе килнӗ литографи упранать, вӗсене пурне те ылтӑн сӑрлӑ рамӑпа вырнаҫтарнӑ. Илӗртӳллӗ тӗлӗнтермӗшсемпе тулли пуласлӑха ҫапла ӗненнинче темӗнле уйрӑмах савӑнтаракан вӑй, пурнӑҫри хӑнӑхусенчен тухса тӑракан никам ҫӗнтерейми вӑй пулнӑ… Мандрыче аттеҫӗмӗр, Ҫынна савать ӗмӗр-ӗмӗр. — Дворец вӗт ку! Придворнӑйсемпе хурал ҫеҫ ҫитмест! Ҫӗрле леш мулатка патне вӑрттӑн йӑпшӑнса кӗретӗн те унӑн кӗпине ҫаклатса тухатӑн. Унӑн ҫӳҫӗ ҫамка ҫинелле те питҫӑмартисем ҫинелле те усӑнса аннӑ, вӑл монастырьти послушник манерлӗ. Писӑр ӳсӗрсе илчӗ те вулама пуҫларӗ: «Голована, Евтух Макогоненкӑна приказ. Кантрапа аркантарса хунӑ Эль-Койот, ним тапранмасӑр, ҫӗр ҫинче выртнӑ. Ҫак вӑхӑтра Хӗрлӗ Тӑрна чул куписем хушшипе сиктерсе пынӑ, ун хыҫӗнченех бизонсем ҫывхарсах килнӗ. — Эпӗ вӗсене ҫыран хӗрринчен ҫӗр ҫухрӑма илсе кӗме пултарнинчен те ҫав тери тӗлӗнетӗп! Сапаланса кайнӑ хурарах ҫӳҫӗсем мӑйӗпе хулпуҫҫийӗсем ҫине илемлӗн ӳкнӗ. Иккӗмӗш утӑм вара вӗсене «халӑх чун хавалӗн» вӑйне унӑн творчестви урлӑ вӗренесси патне илсе ҫитернӗ. София балран ирхине ултӑ сехетре таврӑнать, эпӗ вара унӑн шурса кайнӑ ырхан питне курсанах, ӑна, мӗскӗне, унта апат ҫитерменнине туйса илетӗп. «Ҫапла, йӗрри Вимерра патӗнченех килет», — терӗ ӑна тепри. Ир еннелле, вырӑнӗ ҫинче выртса, пулни-иртнисене тӗпӗ-йӗрӗпе астуса илнӗ чухне, Том акӑ мӗн асӑрхарӗ: ҫавсем темӗнле лайӑх палӑрман пек, инҫетре пек, пурте урӑх тӗнчере е тахҫан ӗлӗкех пулнӑ пек туйӑнчӗ. Кралич ӑҫта ҫитессе пӗлмесӗрех малалла чупрӗ; йӑлтах ӑшша пиҫсе ҫитрӗ хӑй, ӗшеннипе ури те такӑна пуҫларӗ. «Мӗнле пырас-ха ун патне?» шухӑшларӗ Ковалев. Кулаксем темшӗн те вӗлерме пултарнӑ, тетӗп. — Мӗне кирлӗ ки-и-и-и-илме, — терӗм эпӗ те карӑнкаласа, Кайданов кӗнекине, икӗ аллӑмпа тытнӑскере, пуҫ тӗлӗнче сулкаласа. Хам унпа ирӗклӗ казак пулассине туйчченех пӗлнӗ эпӗ! Ҫулталӑк хушшинче Уйӑх Ҫӗр тавра вуникӗ хут ытларах ҫаврӑнать, ҫавӑнтан пуҫланса кайнӑ та вӑхӑтӑн ҫак виҫи. Анчах уншӑн ҫӗнтерӳ ҫӑмӑл мар. Сире хӗнеҫҫӗ унта… Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫул ҫав кун та, тепӗр кун та ытларах тӳрӗ вырӑнпа пычӗ, анаталла утмалли пит сахал пулчӗ. — Ҫук! Ҫамрӑк капитанӑн, тинӗсре хӑйӗн карапӗ ӑҫтине пӗлмелӗх навигаци пӗлӗвӗсем кирлӗ чухлӗ ҫук пулсан та, чӑн-чӑн моряк сисӗмӗпе «ҫанталӑка туясси» пур. Ҫак йывӑр туйӑмран хӑтӑлма Кандов хӑй пулӑшӗ тесе шухӑшланӑччӗ Рада, анчах Кандов сӑмах та каламарӗ. Огнянов вӗсене сиввӗн пӑхса илчӗ те:— Эсир-и халӑха хӑратакансем? — тесе ыйтрӗ. — Эпир никама та хӑратмастпӑр, — ҫиллӗн тавӑрса каларӗ айӑплисенчен пӗри. Аркашка Менокпа тепӗр йӗкӗт картишӗнче хуҫаланса ҫӳреҫҫӗ. Ҫак кунсенче нимӗн те пулса иртмерӗ. — Ҫӗнӗ хыпарсем пур-и? Яков Лукич ӑна тӗлӗрет тесе шутларӗ, анчах Половцев йывӑр, тӑн-тӑн кӗлеткине пукан ҫинчен яштах ҫӗклерӗ те каларӗ: — Тыт, Лукич, йӗнерсене, эпӗ ыттине илӗп. Симферопольрине! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Ун вырӑнне санӑн массӑллӑ ӗҫе туса пырасчӗ, хамӑр политикӑна ӑнлантарса парасчӗ, персе пӑрахасси вӑл — ҫӑмӑл ӗҫ! — Килӗр кунта, — терӗ вӑл Санина, — хӑй ларакан дивана аллипе шаккаса. Апрелӗн юлашки кунӗсенче ҫумӑр ҫума чарӑнать, пуҫланасса вӑл ноябрьте пуҫланать. Шӑтӑкӗ тарӑнлансах пычӗ, кирки пӗр-пӗр хытӑ япала ҫумне пыра-пыра ҫапӑнсанах, вӗсем шалтах хыта-хыта тӑчӗҫ, — анчах кашни хутӗнчех вӗсен кӗтни ахалех пуччӗ. Пӗррехинче эпӗ ҫапла музей заведующийӗнчен: «Татаринов капитан ҫинчен мӗн те пулин пӗлместӗр-и эсир?» — тесе ыйтрӑм. — Библиотекӑра мӗнле те пулин кӗнекесем е хӑй ҫырнисем «Грили экспедицийӗ пӗтнин сӑлтавӗ» пеккисем ҫук-ши? — Эпӗ палласа илтӗм: ҫав юланут вӑл — Морис Джеральд. Пысӑк та шурӑ пӗлӗтсем хӑвӑрттӑн шуса иртеҫҫӗ, инҫетри ҫинҫе мачта силленни курӑнать, хӗрлӗ хӗреслӗ вӑрӑм ялав вӗлкӗшет, вӑл аялалла усӑнать, унтан ҫӗкленсе каллех вӗлкӗшме пуҫлать. Кукша марсиан унпа хушуллӑн пуплерӗ те — вара мӑнтӑркка хӑранипе халь-халь ларасла, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, шӑлсӑр ҫӑварӗнчи сарӑ пӗр шӑлне кӑтартса — хӑнасене пӳрте ертсе кӗчӗ. Музыка мана ӑнран кӑларса яратчӗ, эпӗ чӳречесӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмастӑм, чӳречере лампӑн сарӑ ҫуттинче хӗрарӑмӑн яштака кӗлеткине, ун пичӗн мӑнкӑмӑллӑ профильне тата клавиатура ҫийӗпе кайӑксем пек вӗҫсе ҫӳрекен шурӑ алӑсене ҫеҫ кураттӑм. Унӑн вӑйсӑр енӗсем ҫук. Халиччен вӑл вӗсене ҫапӑҫура ҫеҫ тӗл пулкаланӑччӗ. Кашни каҫах Даша инке (хӑш чухне мана кӑна, хӑш чухне кӳршӗ-аршӑсене пурне те) пӗрер ҫыру вуласа паратчӗ. Ҫаплипех хурӑн айӗнче, нӳрелме ӗлкӗрнӗ ҫемҫе мӑк ҫинче ларакан Алексей урисем патне уйӑх ҫути ӳкрӗ. Полк оркестрӗ кӗрлет. Унӑн яка стенисем ҫӳлелле ансӑрланса хӑпараҫҫӗ те хура юн тӗслӗ чулран купаланӑ катмар карнизпа вӗҫленеҫҫӗ. — Мӗнле килӗшмест? — шӑртланса илнӗ Ерофей Кузьмич; эрне хушшинче вӑл Марийка ҫинчен час-часах шухӑшлакаланӑ: «Ку ман килте кин пулмалла, кин пулатех», тесе шутлама хӑнӑхса ҫитнӗ-мӗн. Ӳкерчӗк ҫинчен хытканрах, кӑштах ывӑннӑ тӗслӗ, анчах хӑюллӑ сӑнлӑ поручик хаваслӑн кулса пӑхнӑ. Сюзаннӑпа Куян Тутине курсанах эпӗ вӗсенчен ҫапла ыйтрӑм: — Эсир хӑнана ҫӳрекен пӗлӗшсен, юханшыв леш енче пурӑнаканнисен, хушамачӗ мӗнле? Вӑл пучах пуҫтарнӑ-мӗн. — Аппан кушак ҫури ҫухалнӑ, Мурка ӑна ҫырмана кайса янӑ. Вӑл ҫамрӑк, илемлӗ, пӑрӑҫ пек вӗри, эпӗ вара ватӑ, часах ӗнтӗ вӑтӑра ҫитетӗп, тата епле илемлӗ, сухалӑм ҫеҫ мӗне тӑрать — пӑта пек, пит-куҫӑм та тап-таса — йӑлт мӑкӑль-шакӑллӗ. «Чунтан тав тӑватӑп», терӗ Иван Иванович, ӳпӗнтернӗ чей куркине поднос ҫине лартса, пуҫ тайнӑ май. — Акӑ мӗнле пулнӑ вӑл: Печорин ӑна: ниҫта та ан тух, тесе хӑварнӑ пулин те, вӑл крепоҫран ҫырма хӗррине тухнӑ. Максим чупса пычӗ, вӑл та ӳсӗрскер, вара вӗсем иккӗшӗ мана палуба тӑрӑх, ҫывӑракан пассажирсем ҫумӗпе хӑйсен каюти патнелле сӗтӗрсе кайрӗҫ. Утӑ сарайӗнче хӑрушла тӗттӗм, кирек епле усал-тӗсел те тӗттӗме юратать-ҫке. Вӑл тухтӑр еннелле пӑхса, мана ответ пачӗ. — Ай-ай, Динго, — терӗ Геркулес, йытта ачашласа, — мӗнле намӑс мар сана! Унӑн ҫав тери шыв ӗҫес килет. Вӑл хӑй ним тума пултарайманнипе тарӑхса ҫунать. Ҫак юшкӑна пула, унра пурнӑҫпа йӳнеҫменлӗхӗн туйӑмӗ ҫитӗнсе пынӑ, вӑл, ашшӗн йывӑр опекинчен хӑтӑлса, хӑй халлӗн пурӑнасшӑн пулнӑ, — анчах ҫак кӑмӑла пурнӑҫлама унӑн ни вӑй ҫитмен, ни мӗнле пурнӑҫламаллине тавҫӑрни те пулман. — Улӑхатпӑр, — терӗ пичче. Вара эпӗ гунсем ҫинчен аптекӑра провизортан ыйтас тесе шутларӑм, вӑл ман ҫине яланах кӑмӑллӑн пӑхать, унӑн ӑслӑ сӑн-пит, пысӑк сӑмси ҫинче ылттӑн куҫлӑх. Тата тепӗр интермеди Виҫҫӗмӗш хут хӳшӗ патӗнче усала систерекен шӑплӑх пулса тӑрать. Павел ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхать. — Ку мучу пулать, — терӗ Феничка, хӑйӗн питне ачи патнелле ҫывхартса тата ӑна кӑштах силлесе. Ҫук, хӑрамастӑп, — хӑвӑрттӑн тавӑрчӗ Ромашов. Анчах вӑл ҫав самантрах шӑпланчӗ те пӗр ҫеккунт хушшинчех хӑй Николаева хирӗҫ питӗ ҫывӑхра мӗнлерех тӑма пултарнине тата унӑн тӑсса хунӑ аллинчи револьверӗн хуп-хура кӗпҫе шӑтӑкӗ аялалла мӗнлерех анса-анса пынине куҫӗ умне чӗп-чӗррен кӑларса тӑратрӗ. Ачу-пӑчу вырӑнне санран вара Гремячири колхоз тӑрса юлӗ. Анчах ҫавӑнтах тӳрлетсе каларӗ: — Мӗнле апла юриех пӑрахса паратӑп? Мана тунсӑхлаттармалли урӑх сӑлтав та пулнӑ-мӗн. Кӑшт вӑхӑт иртсен лӑпланса ҫитнӗ, хавасланнӑ Ҫӑрттан мучи Майданников куҫӗпе тӗл пулчӗ те, ӑна, йӗкӗлтесе, сулахай чавса айӗпе «мулкач» кӑтартрӗ. Эсир акӑ уҫса пӑхӑр-ха сехетӗр хуппине, мӗнле ӗҫ пырать унта? Ку хӑрушлӑха эпир каютӑра пурӑнакансем ҫеҫ мар асӑрхарӑмӑр. — Эпӗ, Лена, — ответлерӗ сасӑ; вара Воропаев ку леш каҫхи апат илсе пырса паракан типшӗм хӗрарӑм пулнине туйса илчӗ. Хӑрушӑ та йывӑр кунсенче, ытти пур ҫынсем пекех, ҫак старик те вӑрҫӑ интересӗсемпе пурӑннӑ. — Мӗнле килте лара-тӑра пӗлми ача эсӗ, на, акӑ, пӗр чӗлӗ, — терӗ те карчӑк, мӑкӑртатса, ачана пӗр чӗлӗ ҫӑкӑр тыттарчӗ. Ҫавӑн пек каларӗ Анна Сергеевна, ҫавӑн пекех каларӗ Базаров та; вӗсем иккӗшӗ те тӗрӗс калатпӑр тесе шухӑшланӑ, анчах вӗсен сӑмахӗсенче тӗрӗслӗх, чӑн тӗрӗслӗх пулчӗ-ши вара? Хӗрарӑмсем ӑна хӑйсен пурнӑҫӗ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа пачӗҫ. — Тушпа-и? — Эпӗ запаса каятӑп. Хам чӑн-чӑн ӗҫрен йӗрӗннине пӑхмасӑр, пайтах вӑй хутӑм пулин те, пӳлӗме, ҫыру сӗтелне, экипажа, ҫаксене ниепле те comme il faut-а юрӑхлӑ тӑваймарӑм. Ун чухне ачасене ӗлӗкхи пек вӗрентме юрамастчӗ ӗнтӗ, Мина старик вара, сӗм авалтан юлнӑскер, ӗҫе-мӗне вырнаҫаймарӗ, укҫа тавраш ыйтмасӑрах чиркӗве кӑна юрлама ҫӳрерӗ, чиркӳре ун чух ҫӗнӗлле йӗрке тытмастчӗҫ-ха. Праҫник кунӗсенче хресченсем Мина старик тавра кӗпӗрленсе тӑратчӗҫ те унӑн кӗл тунӑ чухнехи пек каланӑ сӑмахӗсене, хушӑран тата библи кӗнекинчи сыпӑксене кӗрте-кӗрте янӑ калавӗсене, сывлӑш ҫавӑрма хӑранӑ пек пулса, каҫса кайса итлетчӗҫ. Пӗр каҫхине Воропаева телефонпа ним тытӑнса тӑмасӑр Первомайски колхоза тухса каймалли ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Унта ӗҫсе супнӑ темле американец, ҫуртран ҫурта ҫӳресе, колхозниксене темле майсӑр ыйтусем парса, тем тӗпчет иккен. Усӑ панӑ-и вара ӑна ҫав ӗҫ? Андрей пуртӑпа каскаланӑ ҫӗре чи малтан Марийка пырса тӑнӑ; унӑн кӗвенти вӗҫӗсенче тулли витресем чӳхеннӗ. Ку метеорсем пӗр вырӑнта кӑна курӑнаҫҫӗ, пӗтӗм Ҫӗрӗпе илсен, талӑкра вӗсем мӗн чухлӗ ӳкеҫҫӗ пулӗ? Медынскаяшӑн йӗкӗте алла илме ик-виҫ тӗлпулуран ытла кирлӗ пулман, вара вӑл ӑна майӗпен кӑна асаплантарма тытӑннӑ. Ял хӗрринчи килхушши урлӑ карта патнелле чупакан шинеллӗ ҫынсенчен пӗри такӑнчӗ те ҫавӑнтах пӗтӗм вӑрӑм пӗвӗпе яшт чӑсӑлса ӳкрӗ — унӑн ҫӳлелле кӑнтарнӑ аллинче автомат йӑлкӑшса илчӗ. — Интереслӗ ҫынсем пур-и сирӗн? — Ҫапларах пулма кирлӗ. Чахоткӑллӑскер. Ҫиччӗн пӗшкӗнетпӗр хуран енне, ҫичӗ кашӑк шӳрпе ӑсма черетӗн туртӑнаҫҫӗ. — Ҫук, Гек, сана вӗсем итлес те ҫук. Пирвайхи кун вӗсен типнӗ шурсен тӑрӑхӗсенче ӳсекен хӑмӑшлӑхсем витӗр пымалла пулчӗ, ҫавӑнпа калаҫу таврашӗ пулмарӗ. Кашниех уйрӑлу самантне астуса тӑрать, ӑна ниҫтан та манма май ҫук иккен, вӑл ҫивӗч туйӑм сисӗмсене тепӗр хут вӑратса илет. «Дункан» тӗтӗмне горизонтра халь те курма пулать-ха. — Санин, манма пултаратӑр-и эсир? Тискер кӗсресем ӗлӗкхи пекех хытӑ вӗҫтерсе пынӑ, анчах халь ӗнтӗ хӑрамасӑр, кӗҫенмесӗр чупнӑ. Вӑл хуллен, унтан плащӗпе пӗркенчӗ те малалла кайрӗ, шухӑша кайса утрӗ. Ҫанталӑк урса кайрӗ, тӗтре ҫӗр тӗттӗмӗпе пӗрле хутӑшрӗ, пӗлӗт — шывпала, ҫавраҫил кӑпӑкланнӑ шывпа пӗрлешрӗ. Эпир столовӑялла иртнӗ чух вӑл Катьӑна хулпуҫҫинчен тытса ыталарӗ те, Катя кӑшт ҫеҫ палӑрмалла пӑрӑнса тӑчӗ. Латыш ҫакна курчӗ те хӑй чӗлхипе темскер кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл Николай Антоныч! Эпир ӑҫтине пӗлетӗп эпӗ. Алла илеймен парнешӗн эпӗ пӗлӗте тав тума, сан уру умне ӳкме хӑяймасӑр тӑратӑп. — Никам та хушман. Аялтан, ҫулҫӑсем айӗнчен, йывӑр, пур ҫырлисем те вырӑн тупаймасӑр пӗр-пӗрин ҫумне пырса лекнӗ, пӗр виҫ кӗрепенке туртакан ҫупкӑмне касса илсе, Оленин ӑна Марьянӑна кӑтартрӗ. Аптӑраса ӳкмерӗ вӑл, — аптӑраса ӳкесси унӑн нихҫан та пулман, анчах нимӗҫсем чӑтма ҫук ирсӗрле этемле мар хӑтланни ӑна, тӳсме ҫук тарӑхтарса, пӗр самантлӑха халран ӳкерчӗ. — Воропаева, эп сире каларӑм ӗнтӗ, кӑштах савӑнӑҫ пулсан сиен кӳмӗччӗ… Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра пӗрремӗш хут фрак тӑхӑнтӑм, ман ҫири мӗнпур тум, ҫав шутра кӗпе-йӗм те, чӑлха та вӗр-ҫӗнӗ, чи лайӑххисем. Ку… ку… тен, сире килӗшет пуль терӗм эпӗ. — Джон Сильвер, эсӗ ирсӗр, киревсӗр тата ултавҫӑ, — терӗ вӑл. — Завхоз витесем ҫинелле, урапа сарайӗпе машина сарайӗ ҫинелле кӑтартрӗ. Ҫапла, куратӑп — пӗри пире хирӗҫ килет. Кам калать-ха ӑна? Донья Исидора акӑ мӗн ҫырнӑччӗ ун патне. Пӑра веҫех каткаласа пӗтернӗччӗ: унта мӗн иртенпех хоккей команди ҫӳренӗ иккен, ӑмӑртӑва хатӗрленнӗ. Эпӗ ӑна чӑпӑрккапа хӑваласа ярса, ҫӗнӗрен вырнаҫса ларма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, вӑл каллех кӗтесрен ҫаврӑнса тухать… Вӑл йӑран ҫумӗнчи курӑк ҫине ларчӗ, пиншакӑн ҫаннипе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, чӗтрекен аллисемпе пирус чӗркеме пуҫларӗ — вара ҫакӑн чухне тин хӑй мӗнле ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ. — Ҫапла, тусӑмсем, вӑт мӗн тума ӑс ҫитерчӗ сирӗн старикӗр, — вӗҫлерӗ хӑй сӑмахне атте, хӗрелсе, ӳсӗркелесе, мана тата Володьӑна ала парса. Санӑн талант пур; талант вӑл турӑ панӑ хаклӑ парне — ӑна ан пӗтер. Вӗсен кашни сӑмахӗ лайӑх илтӗнет. Пӗр самантлӑха хӗпӗртесе кайни хӑвӑрт пӗтсе ларнӑ. Тӳрӗ ҫынсем, пурнӑҫпа кавсӑлнӑ тӑлӑх ҫынна сирӗн чуна тивлет кӳрекен сывлӑхлӑ хутлӑхӑрта питӗ аван, вӑл кунта ирӗклӗн сывлать… Пӗр пытармасӑр калатӑп: ку таранччен ӗҫ пур енчен е аван пычӗ, нимӗн тӗлӗшӗпе те ӳпкелемелле мар, вӑтам шутран илсен, кансӗрлӗхсем малалла ӳссе пымасан, хамӑр тытӑннӑ ӗҫӗн вӗҫнӗ тухма пире нимӗн те чарас ҫук. — Ывӑтасса ак ҫапла ывӑтаҫҫӗ! — Анчах эпӗ… суккӑр! — тесе хучӗ вӑл пачах та латсӑр. — Аяккарахран пыр, ачам, — ҫиле хирӗҫ. — Ку ӑҫтан? — Эпӗ хӑрамастӑп! — терӗ Романюв хыттӑн та кӗскен татса. Кунта турӑ ирӗкӗ, — терӗ. Юлма пултаратӑр. — Пулемёт кӗпҫинчен чулпа хаплаттартӑн-иҫ, — мантӑн-им? — Эпӗ-и? — Эсӗ — мӗн вара? Танкиста ҫапса ӳкерекенни кам? Халь ӗнтӗ киле, хамӑр тӑван Ҫӗр ҫине каятпӑр! Хӗрарӑма юратни арҫыншӑн кирек хӑҫан та усӑллӑ, пархатарлӑ, — ан тив вӑл темӗн тӗрлӗ пултӑр, ан тив хӑш чух асап кӑна кӳтӗр, — ҫак асапра та хакли темӗн чухлех. Эй, тур-тур, ҫурри таран пулин те манӑн сан пек «ирсӗр» пуласчӗ. Эсӗ, контра, мӗн каласшӑн мана?.. — Эхер те ку сире йӑпатма пултарсан, эпӗ хирӗҫместӗп, — терӗ вӑл юлашкинчен: — анчах васкамалла мар пек туйӑнать. Эсир мана, йӑмӑкӑра итленӗ пек, итлӗр, эпӗ сире усал сунмастӑп, эсир ӑна чӗнӗр. Хӗвел тахҫанах тухнӑ та, ҫыранпа тинӗс ҫине хӑйӗн пайӑркисене сапаласа, горизонт тавра ҫаврӑнать, анчах шӑрӑх мар. Эпӗ тата хытӑрах сасӑпа ыйтрӑм. Сквайрпа Грэй капитан суранӗсене ҫыхатчӗҫ. Ҫул уҫӑ. Эпӗ хӳме урлӑ каҫрӑм та чӑтлӑхсен хушшине кӗрсе пытантӑм. Эпӗ крепостьре ҫуккине асӑрхиччен, эпӗ чылай инҫете кайнӑ, нимӗнле кӑшкӑрашнине те илтме пултарайман. Пуҫ вӗҫӗнче ларакан Ҫӑрттан мучи ҫине пӗр авӑк пӑхса илчӗ те чыхӑна-чыхӑна сӑмах хушрӗ:— Мӗншӗн макӑратӑн, старик? — терӗ, анчах ҫӑварӗнчен ҫавӑнтах юнлӑ кӑпӑк хӑмпӑланса тухрӗ, вӑл ӑна темиҫе хут ҫӑтма хӑтланса, шурса кайнӑ питне минтер ҫумне пусса, аран-аран каласа пӗтерчӗ: — Ан макӑр… — Хӑй кулса пӑхма та хӑтланчӗ. Куна эпӗ пӗлетӗп; анчах сирӗн шухӑшӑр мӗнле? Кирек мӗнле вӗренӳ те чиркӳ майлӑ пулмалла пулнӑ, вулама та букварьсем тӑрӑх мар, чиркӳ кӗнекисем тӑрӑх вӗрентнӗ. Виктора ярса тытрӗҫ. — «Апла пулсан, ӗҫ мӗнле пулнине барыньӑна каласа пар-ха, эпӗ итлесе тӑрам», — тет генерал. — Мӗнле, ҫӗнӗ ректор сан кӑмӑлна кайрӗ-и? — ыйтрӗ сасартӑк Монтанелли. Тулта сивӗрех ӗнтӗ, тӳпере те пит сивӗ. Шуйттан урлӑ та пирлӗ сиккелесе илет, шӑннӑ аллисене мӗн чухлӗ те пулин ӑшӑтас тесе, вӗркеле-вӗркеле илет. Хӗл мучи унта юн йӗрӗсене пӗтӗмпе сапса тухнӑ. Цанко лашине пӗр тумлам юн тивмен, ӑна эп пит лайӑх пӗлетӗп. Вӑл чи кирлӗ япалашӑн тунсӑхлани пулать. Амӑшӗ табак туртать, ашшӗ ҫухалнӑ хыҫҫӑн вӑл туртма пуҫланине пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. Хӑшӗсем чалӑшшӑн хуҫлатса лартнӑ шӗвӗр тӑрӑллӑ, ҫӑмӑл кӑна шупка хӗрлӗ тата кӑвак ҫӗлӗксем тӑхӑннӑ. Пурин те хавалӗсем ҫӗкленчӗҫ. Ҫак ырӑ пиччӗшӗ умне пӗр-пӗринчен маларах тухасшӑн пулса, хӗрачасем тава та кӗре пуҫларӗҫ, вӗсем ҫӗне экзаменатора хисеплесе юратрӗҫ. — Теприсен ашшӗсем сан пеккисене вутсыппипе хӗнеҫҫӗ, эпӗ сана пӳрнепе те тӗртмен! — Мӗнле вӑлтакан халӑх ку юнкирсем, инкек! Ӑҫта пурӑнмалла-ха тата унӑн? — Ҫук, — тетчӗ, — Нашӑна хампа пӗрле илсе кайма май пулмасан, эпӗ качча каймастӑп; эпӗ Нашӑна нихҫан та хамран уйӑрмастӑп, – тетчӗ. Вӑл корсетсӑрахчӗ. Ромашов, питҫӑмартине перӗнсен, унӑн пиҫӗ кӗлетки хирӗҫлесех кайманнине, ҫав ӳт-пӳрен ӑшӑ, техӗмлӗ, астармӑшла хӗрӳ шӑршӑ ҫапнине уйӑрса илчӗ. Сӑн-питсем пурин те пусӑрӑнчӗҫ, тӗлӗнмелле шӑплӑх пулчӗ; картишӗнчен темскерле карма-ҫӑвар автана илсе кайрӗҫ, — вӑл хӑйне мӗншӗн апла тунине нумайччен ӑнланаймарӗ пулӗ. Эсир тимлӗн шухӑшласа тӑмасӑрах ватрӑр, ҫӗмӗртӗр, тӗп турӑр. — Чӑннипех те вӑйлӑ пулмалла вӑл, — сӑмах хушрӗ Швабрин. Озеров темскер калама тӑчӗ, анчах Бородин аллине ҫӗклесе ӑна чарчӗ: — Майор! Вӑл сылтӑм енчен пыратчӗ. Унтан кӑвайт урлӑ сикме пуҫларӗҫ. Вӑл пурин ҫине те вӗри куҫӗсемпе пӑхса ҫавӑрӑнчӗ те хыттӑн хушса хучӗ: — Фарисейсем ҫеҫ ҫак пӗр-пӗринпе ниепле те килӗштерме ҫук икӗ пуҫламӗш япалана пӗрлештересшӗн пикенме пултараҫҫӗ. Генеральный хорунжий тӗп ялава тытнӑ: аякра ытти хоругвьсемпе ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ, бунчужный юлташӗсем бунчуксем йӑтнӑ. Епле эс ҫак таса ҫӗре таптама хӑятӑн?.. Вӑл, пӗр вӗрмесӗр-тумасӑрах, малалла ыткӑнчӗ, шап-шурӑ мамӑк тӗклӗ хырӑмне ҫутӑлтарса, кайри урисем ҫине тӑчӗ, унтан, мӑйкӑчи пырне пӑвӑнтарса лартнипе антӑхса, уҫҫӑнах тухман сассипе харлатма пуҫларӗ. Ку бурсӑн пурнӑҫӗ пачах хӑйне евӗрлӗ пулнӑ: вӗсене Польша дворянӗсемпе вырӑс дворянӗсем ҫӳрекен ҫӗре кӗртмен. Носков кӑшт тӑрсан ответлерӗ: — Вӑтӑр пилӗк тенкӗ! Куҫне ҫаплах уҫмасӑр, вӑл, ҫаплах асапланса, мӗн тӑвасси ҫинчен шутларӗ, шухӑшне васкатрӗ, анчах ун куҫне ирӗксӗрех граната шартлатса ҫурӑлнӑ хыҫҫӑн юлнӑ сарӑ тӗтӗм, ачасен таткаланнӑ кӗлеткисем курӑнчӗҫ, шари ҫухӑрса яни илтӗнчӗ… О, ирсӗр! Ҫынсем хӗҫе алӑра мӗнле тытмаллине те манса каяҫҫӗ. Ӑна ҫӑмӑлтарах пулчӗ, вӑл ман алӑран вӗҫерӗнесшӗн туртӑнчӗ, анчах эпӗ унӑн ҫепӗҫ кӗлеткине тата хытӑрах ыталаса илтӗм; ман пит унӑн пит ҫӑмартине кӗҫех перӗнмест; унран вӗри ҫапать. Пӗр попугайӗ ҫумӗнче тӑм кушак, теприн ҫумӗнче — тӑм йытӑ ларать, вӗсем ҫине пуссан — ҫухӑраҫҫӗ; анчах ҫӑварӗсем уҫӑлмаҫҫӗ, сӑнӗсем те улшӑнмаҫҫӗ. Эпир вулкан пырӗ тӑрӑх хӑпарнӑ тӗлӗшпе нимӗн иккӗленмелли те ҫук. — Хӑв каларӑн пулсан, эсех кӗр, — пуриншӗн те хуравларӗ Агафон Дубцов арӑмӗ, аялти картлашка ҫинче лараканскер. Аристократизм ҫинчен калас пулсан, вӑл япала хуҫин хӑйӗн те пит нумай, ҫавӑнпа ун аристократизмӗ мӗнпур хӑнисене те ҫитӗ теме пулать. Сасартӑк мӗскӗннӗн мӑйклатса шнура туртрӗ. Анчах унӑн ырханкка ӳчӗ вилӗмпе кӗрешнӗ чух, пӑрлӑ алӑ айӗнчи кӑкӑрӗ тертлӗн сывланӑ чух, юлашки вӑйӗ пӗтсе ҫитнӗ чух карчӑк пӗр май сӑхсӑхрӗ, пӗрмай пӑшӑлтатрӗ: «Турӑҫӑм, каҫар ман ҫылӑхӑмсене…» — Пурте килте-ши, тесе, килсе тӗрӗслес терӗм те эпӗ, — терӗ Эрхипе, ерипен те такӑнарах. Ҫак самантра кислород ҫитменнипе хунар сӳнсе ларчӗ. — Ҫапла, — малалла калаҫрӗ вӑл, анасласа илсен, йӗркеллех пулнӑ-ха малтан, анчах купсасем ҫав вырӑна ҫитнӗ кӑна, утӑ ҫулакансем вӗсене ҫависемпе ҫулма тытӑннӑ… Сире эп хам та шанмастӑп. — Ҫавӑ ҫеҫ юлать, — килӗшрӗ Ҫӑрттан мучи, кӑштах шухӑшласа ларсан. Ҫакӑншӑн вара вӑл сире те ырламӗ! «Халӗ ӗнтӗ унта та лайӑх — ӑмсанса шутларӗ Воропаев. — Пирӗн вырӑнта ҫаврӑнкаласа пӑхнӑ пулӗччӗҫ». Анчах Корытов та ҫакӑн пекех калаҫкаланисене аса илчӗ те, вӑл хӑй ҫине хӑй ҫиленсе кайрӗ. Мӗншӗн тесен, вӑл революци ҫулӗ. — Мӗншӗн тесен хӗрӗ Грушницкий ҫинчен ҫеҫ ыйтса пӗлет. Вӗсен курайманлӑхӗ мӗнрен пуҫланса кайнӑ-тӑр, пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах хам Энскра пурӑннӑ чухнех ярӑнмалли ҫӗрте епле тискер ҫапӑҫусем пулса иртни ҫинчен, ырӑ кӑмӑллӑ паттӑр гимназистсем ҫинчен, ҫапӑҫӑва тухнӑ ирсӗр реалистсем аллисене тӑхлан муклашкисем тытса тухни ҫинчен сас-хура илткеленӗччӗ эпӗ. Казбич, чӑнах та, чарӑнса тӑчӗ те итлеме тытӑнчӗ: вӑл хӑшӗ калаҫасшӑн пуль-ха тесе шутларӗ пулас. Кукӑр-макӑр юханшывлӑ сӗм вӑрман тӑрӑх пӗччен утма ырах мар тесе шутларӗ пулмалла вӑл. Ҫав кунах Ирина Васильевна Павела хӑйӗн ашшӗн аслӑ кабинетне илсе кӗчӗ. Амӑшӗ ӑна, тӗксӗм сӑн-питӗнчен пӑхса, лӑплантарас кӑмӑлпа хуллен кӑна:— Эсӗ — тӑхта! — Алла пулсан сирӗншӗн тӗрӗслӗх — ывӑлӑртан хаклӑрах, маншӑн вӑл — аттерен хаклӑрах… Усси ҫукран шавлать те… Пӗтемӗшпе илсен, вӑл питӗ шукӑль курӑнать, ҫак Тома тӳсмелле мар тарӑхтарса ячӗ. Мужиксем ҫатан картана пӗр харӑс тытса урамалла сӗтӗрсе кӑларчӗҫ. Ҫапах та кайнӑҫемӗн ҫӗр нӳрленсе пычӗ. — Аван ӗҫлекенскер-ши вӑл? — тесе ыйтрӗ Айртонран Джон Мангльс. Николай Петрович утма чарӑнмасть, пӳрте кӗме, хӑйӗн мӗнпур ҫутатнӑ кантӑкӗсемпе ҫав тери кӑмӑллӑн пӑхакан лӑпкӑ та илемлӗ йӑвине кӗме пултараймасть; тӗттӗмлӗхпе, садпа, уҫӑ сывлӑшпа, кичемлӗхпе, ҫак пӑлханупа уйӑрӑлма унӑн вӑйӗ ҫук. — А эпир унччен кнаксик туса илӗпӗр, унсӑрӑн темӗнле, ытла хӑрушӑ, — терӗ савӑнӑҫлӑ Жвадчески-юнкер, кулкаласа. Мӗн пулса тухать-ха ҫавӑнтан? «Ну, каламарӑм-и эп…» терӗ Чуб хӑй ӑшӗнче. — Купӑста яшки анмасть пулсан, тен, турӑхпа пӑтӑ парас? Ҫыруне коменданта тыт-тарчӗ. — Тӗрӗс, юлташ старший лейтенант! — мухтаса илчӗ Капустин. Кӗрлесе тӑракан уй-хир тӑрӑх аран сӗтӗрӗнет тейӗн. Вӑл чӑнах та чӗрӗлчӗ пулас, мӗншӗн тесен хӑма ҫине тӑрса ларчӗ те:— Атте, ман ҫиес килет, — терӗ. Ку мӗн сирӗн? Ҫурҫӗр енче хӗвел ҫуттинче аслӑ шыв сарӑлса ялтӑртатса выртать, шыв синче унта-кунта мачтӑсем е ҫилпе хӑпарнӑ паруссем курӑнаҫҫӗ. Давыдов чӑнласах ҫилленме пуҫларӗ. Паян каясах пулать ун патне, чӑрмавсене ҫунтарса ярасах пулать. Хӗр аран илтӗнмелле сасӑпа комендант хӑй ҫумне ҫыпҫӑнни, ӑна хӑратни, ӳкӗтлесе йӑпӑлтатни ҫинчен, кайран, хӗр хирӗҫ тӑнӑ хыҫҫӑн, тискерленсе кайни ҫинчен каласа парать. — Тата тепӗр юлашки ыйту, — астутарчӗ Малевский. — Королевӑн упӑшки пур-и? Сеньор Обердоферӑн агвардиенте пит аван. «Эсир, — тет — пирӗн ӗҫе хутшӑнма пултараймастӑр. Кунта комсомол мар, чугун ҫулпа вӑрман комитечӗ хуҫа», тет. Вӑл чылай вӑхӑтран кӑна тухса кайрӗ, анчах анне мана пӗлтерме ӗлкӗрчӗ: эпӗ ӑна килӗшнӗ иккен, атте хавасланать… Ҫӳрессе те вӑл ҫав тери шалпар шӑлаварпа ҫӳрет, чӑнах та шалпар ҫав шӑлаварӗ, хӑй темӗнле пысӑк утӑм ярса пуссан та, ури пӗртте палӑрмасть, пӑхсан — урам тӑрӑх эрех пички йӑванса пырать тейӗн. Кӗнекери ӑссӑр сӑмахсене пуҫунтан кӑларса пӑрах, мана ан кала вӗсене, атту сан ҫурӑму тӑрӑх турчка ҫӳресе пӑхатех, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ, ватӑ ухмах! Бенедикт пичче тути-ҫӑварӗ, кулса ярас пек, сиксе илчӗ. Мӗскӗнскер, ҫын вӗлерекенскер, чӗркуҫленсе ларчӗ, тархасласа аллисене тӑсрӗ. Лешӗ ун ҫине, нимӗнле шухӑш пулман пек, салхуллӑн пӑхса ларчӗ. — Мӗнле сӑмахсем, сэр? Кӗҫӗн Акимӗ вара ахӑлтатсах кулса ячӗ. — Ну, капла ӗнтӗ — салтаклах пулса тӑчӗ! — Пирӗн юратушӑн, — паллах ӗнтӗ, — ӑнлантарса парать хӑна. Городничий хӑрах куҫлӑ Иван Ивановичпа ҫавӑн ҫинчен заклад хурса тупӑшма хатӗр пулнӑ, анчах хӑрах куҫлӑ Иван Иванович городничие заклада хӑйӗн суранлӑ урине хума сӗннӗ, вӑл тата, хӑй енчен, курман куҫне хума пулсан, килӗшсе татӑлайман; апла калаҫни городничие кӑшт кӳрентернӗ те пулас, хӑнисем вӑрттӑн кулкаласа та илнӗ. Анчах та халӗ, акӑ, вӑл ӳпкелешет, хӑйне тӗрӗс мар суд тунӑ, тет. Ҫавӑнпа та аслӑ Артамонов хӑйне шӑллӗ:— Мана эс суд туса хутӑн! — тесе каласран хӑрарӗ. «Анчах ан чарӑр-ха», малалла тӑсрӗ городничий. Ертсе ҫӳрекен вырӑнӗнче ӗҫлеме пуҫланӑранпа та вӑл кунти вырӑнсенче хальхи пек ҫӗр ҫийӗ нӳрленсе тӑнине курман. Анчах та вӑл сире витӗр шӑ-тарса пӑрахсан? Яков Лукич-и? Чӳречесем ҫинче тусан. Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах!.. Унӑн шухӑшӗпе, тӗрӗссипе илсен, манӑн урасем ҫинчи чӗрнесем хамшӑн пӗрре те усӑллӑ мар. Тӗрӗссипе каласан, манӑн малти урасене те урасем теме май ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ нихҫан та вӗсемпе усӑ курса утмастӑп. — Сирӗн киммӗр вара анлӑ бухтӑри кӑтрашка хумсем тӑрӑх хӑвӑртрах шума тытӑнать, вӑл вара, чӑн та, йывӑр баркасран иртсе каять, баркас ҫине темӗнле чӑптасем тиесе тултарнӑ, ун ҫинче ларса пыракан ҫаврӑнӑҫусӑртарах салтаксем пӗр харӑс ишеймеҫҫӗ, сирӗн киммӗр вара Графски пристаньре тӑракан темӗн те пӗр тӗрлӗ кимӗсем патне ҫитсе чарӑнать. Ҫавӑнпа вӗсене паян каҫхине килме чӗннӗ. Ыран эпир пурне те, пӗр ҫын хӑварми, чӗнесшӗн, мӗншӗн тесен пичче хулари ҫынсене пурне те сума сунӑ, пурне те юратнӑ, ҫавӑнпа эпир унӑн пытару ӗҫкинче пӗтӗм хула пултӑр тетпӗр… — Ну, сире мӗн кирлӗ-ха? — тесе калаҫма тытӑнчӗ каллех Пеночкин. Малтанах кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен, унтан кӑнтӑртан вӗрекен йӑваш ҫил, ҫӗрлене хирӗҫ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ. Боримечкӑн пысӑк вӑйӗ кунта та пит вырӑнлӑ пулчӗ. Озеров капитан хӑйӗн колоннине пӑхса илчӗ. Ҫӗрле ӑна тухатмӑшсем питӗ аптратаҫҫӗ имӗш: унӑн куҫне темтепӗр курӑнать, темӗнле калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ, тет, хальччен ун ҫумне усал-тӗсел аплах нумай ҫыпҫӑнни пулман-мӗн. Мӗнешкел хӗрарӑмсем! Эпӗ те усӑ курмасан тата! Юншӑн антӑхакансен сехечӗ ҫитрӗ. Патша пуҫне ҫиекенсем Вунулттӑмӗш Людовикӗн пуҫне касрӗҫ, эпир патшана вӗлерекенсене татӑкӑн-татӑкӑн касса ваклатпӑр. Калама ҫук асапланса вилнӗ анне. Тӗмсем чӑштӑртатрӗҫ, чӑнкӑ сукмак ҫине чул катӑкӗсем тӑкӑнни илтӗнчӗ. Воропаев Ступина хӑйӗн хӗр-тантӑшне пулӑшма чупнине тавҫӑрса илчӗ. Халӗ ӑна вӑл сав туйӑма рабочисем ыйтнисене пӗчӗккӗн тивӗҫтернипе, кулкаласа, шӳт тукаласа пит ӑста пытарса пыма вӗренсе ҫитнӗ пек туйӑннӑ. Копине райкомпартие. Пуҫне унӑнне хулпуҫҫийӗ ҫинех лартса янӑ, тейӗн, мӑйсӑр пек курӑнать вӑл, тӑнлавӗсем ҫаралса кайнӑ. Пуҫ тӳпинче автан киккирикӗ евӗр ҫӳҫ пайӑрки ҫӗкленсе тӑрать. Дикарьсем пинӗ-пинӗпе, ҫыран ҫине кӗпӗрленсе тулнӑскерсем, вӗсем ҫине ниҫта хускалмасӑр пӑхса тӑнӑ. Уэлдон миссис хаваспах палуба ҫине юлӗччӗ, анчах Дик ӑна ҫирӗппӗнех кайма хушрӗ, унсӑрӑн вӑл ним мар ҫӗртенех хӑйпе вилес хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерме пултарать. — Илтетӗп, капитан юлташ! — Асӑрхаман пек пуласчӗ хуть, — пынӑ ҫӗртех мӑкӑртатса илчӗ Нестеренко. — «Венерабль хирӗҫ калать: пӑх-ха, юратнӑ Фред Сюверьян»… Тума май килмен япала ҫинчен калаҫма та намӑс. Кунталла пӑхӑр-ха! Ҫак аппарат ҫумӗнче ларатӑп та ав, таҫта, тамӑк тӗпӗнче ларнӑнах туйӑнать… — Кайсан луччӗ пулать, — ӑс пачӗ Марийка. Ун умӗнчен хӗвелпе пиҫнӗ, тусанланнӑ красноармеецсен ӗречӗсем ирте-ирте пыраҫҫӗ. Ҫӑлтӑрсем телескоп витӗр тӗксӗм кӑвак тӳпере вӗҫӗмсӗр пӗчӗк ҫутӑ пӑнчӑсем пек туйӑнаҫҫӗ. — Ыран ирхине турра кӗлтума каякансемпе пӗрле. — Эпӗ «куратӑр» темерӗм, «курнӑ пулӑттӑр», терӗм вӗт. — Чӑнах-и? Тем пекех ҫиес килсен те, Алексей турилккене аяккалла пӑрса лартрӗ; чылайччен ҫимесӗр касӑлнӑ хыҫҫӑн пӗр тӑруках нумай ҫини хӑйшӗн вилмеллех хӑрушӑ пуласса ӑнланчӗ вӑл. Халӗ, сэр, эсир кунпа ҫырлахрӑр пулӗ тетӗп. Шурӑмпуҫ ҫуталса килет. Анна Сергеевна кулса ячӗ. Том ывӑннине асӑрхасан, вӑл ерипентерех утма тӑрӑшать, ывӑлӗшӗн пуринчен те асаплӑраххи — хыҫалалла ҫаврӑнса юратнӑ ашшӗ ҫине пӑхса илме май ҫукки. Ҫапах та калас пулать, Индине кайма хатӗрленсе Америке ишекен ҫынран та кулӑшлараххи тӗнчере те пулма пултараймасть! Ангел пек илемлӗ те шуйттан пек чеескер! — Мӗнпе тухмалла-ха? Астрономсем сӑнани ҫакна кӑтартса пачӗ: юлашки миллиард ҫул хушшинче Хӗвелӗн температури ним чухлӗ чакмасӑр пӗр пек тытӑнса тӑрать. Ватӑ сунарҫӑ йӑнӑшман. — Выртӑр эсир, выртӑр! — Акӑ гимназистсем вара — мӗн кӑна пӗлмеҫҫӗ, темӗн ҫинчен те калаҫма пултараҫҫӗ… Анчах вӑл, эпӗ шыв тӑрӑх мӗнле те пулин ҫӗршыва ишсе ҫитме пултарассипе пултарас ҫук пирки иккӗленсе, мана тинӗс тӑрӑх ишсе каймалли хатӗр тума хушрӗ. Часах тӗттӗм те пулчӗ, порт шӑпланчӗ. Мунчо ӑна ҫывӑх тусӗ пек хисеплет, хӑй унран хӑрать те, тӗлӗнет те, унӑн шухӑшсӑр сӑнарӗ темле кулнӑ пекрех курӑнать. Ҫак гуярсене эп пӗрре те курман-ха. Мистер Дэнс, хӑй каланӑ тӑрӑх, ун чухне ҫыран хӗрринче «шывран кӑларса пӑрахнӑ пулӑ» пек тӑнӑ. Вӑл ҫавӑнтах пӗр ҫынна Б… хулине тинӗсе катер яма хушу парса янӑ. Сан куҫран пӑхать, анчах эсӗ курмастӑн, чупа-чупа суккӑрланса кайнӑ! Хӑйне канӑҫ паман шухӑшсемпе аптӑраса ҫитнӗ Кузьма Ярцев батальон вырнаҫнӑ ҫӗртен пӗр икҫӗр метр пек аяккалла кайса пӗр пысӑк уҫланкӑ патне ҫитсе тухрӗ. — Ирсӗр! — мӗкӗрсе ячӗ тулхӑрнӑ португал. Эпӗ, хама аван мар пек туйса, именерех кулса илтӗм. Ҫӳлтен хамӑрӑннисем те, тӑшмансем те бомба пӑрахаҫҫӗ, нимӗнле оперативлӑ донесени те ҫапӑҫу темпӗсем хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыраймасть. Разметнов хӑйне хӑй пек ҫеҫ каларӗ: — Апла пулсан, эпир те васкамӑпӑр. Инородецсемпе ӗҫ тума питӗ тупӑшлӑ… — Пӗлетӗн-и, Павел, анне мана кунта тухса килес умӗн аттене кооперативран кӑларни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ. Калаҫусене хутшӑнсах каймарӗ, ытларах чӗнмесӗр ларчӗ, кӑштах сыпнӑ хӑнасем сайра хутра «йӳҫӗ», тесе кӑшкӑрсан, вӑл хӑйӗн хӗрлӗ питлӗ арӑмӗ еннелле пуҫне ирӗксӗррӗн ҫавӑрчӗ, сивӗ тутисемпе ӑна ирӗксӗррӗн тенӗ пек чуп турӗ, унӑн яланах чӗрӗ куҫӗ халӗ ҫӗн ҫынпа хӑнасем ҫине мар, таҫта инҫете, таҫта инҫетри, хурлӑхлӑ иртнӗ питӗ инҫетри вӑхӑта пӑхрӗ тейӗн. Эпӗ мӗн ҫинчен шухӑшланине эсир пӗлетӗр. Демид ҫакна: «Ҫук-ҫке, йӑлӑхтарса ҫитертӗн эсӗ мана!» — тесе хурать. — Ашшӗ пулнӑ май, пӗтӗм кӑмӑлтан ыйтам-ха: манӑн Евгений ҫинчен мӗнле шутлатӑр эсир? Эсӗ мӗнле шухӑшланӑччӗ тата? Ытти хӗҫпӑшала тата юлашки тара пӗтӗмпех шыва ывӑтрӑмӑр. Проливра шыв тарӑнӑшӗ икӗ хӑлаҫ ҫурӑ пулать, эпир шыв айӗнчи тап-таса хӑйӑр ҫинче хурҫӑ хӗҫпӑшалсем хӗвелпе йӑлтӑртатса выртнине куртӑмӑр. Ахӑлтатса кулнипе мастерской чӗтресе каять. Ситановӗ Капендюхина мӑкӑртатса калать: — Ухмах, тен тата ухмахран та усалтарах пулӗ. Пӗрле кайӑпӑр. Май килсе тухнӑ чух халӗ Яков Лукичӑн мӗншӗн Давыдов ҫинчен татах усал сӑмах сармалла мар-ха? Турӑ пул, илсе кай! — тенӗ арӑмӗ, тутӑрӗпе тепӗр майлӑ, пӗркенсе. Ҫакна мӗнле ӑнланмастӑн вара эсӗ, ывӑлӑм? Январь уйӑхӗнчи сивӗ ҫанталӑклӑ, ир пулчӗ. Эпӗ пуҫра ненецларан вырӑсла куҫарнӑ пек калаҫма тӑрӑшрӑм. Ӑнланатӑн-и? Вӗренмен ҫынсемпе ун чухне ӑслӑлӑха тӗпчесе пӗлме май пулман, ҫавӑнпа ӑслӑлӑх енӗпе чиркӳ таврашӗнчи ҫынсем кӑна — жрецсем ӗҫлекеленӗ. — Аван пулмасӑр, мӗнле-ха? Тата ҫапла та каласа параҫҫӗ: панночка каҫсерен хӗрсене пухать, тет те, вӗсенчен хӑшӗ тухатмӑш иккенне пӗлес тесе, кашнинех питӗнчен пӑхса ҫӳрет, тет; анчах тухатмӑшне вӑл халь те палласа илеймен, тет. Пӗр-пӗр ҫын иртсе кайнине курсан та тапӑнать, тет: ҫаксенчен хӑшӗ тухатмӑш, тавҫӑрса ил, тавҫӑрса илеймесен шыва путаратӑп тесе хӑратать, тет. Пӗр ҫын ҫеҫ — Зеб Стумп ҫавӑн ҫинчен пӗлме пултарнӑ, анчах ватӑ сунарҫӑ обществӑра курӑнман. Ҫак ҫӳрев ҫинчен те, хамӑн ытти ҫӳревсем ҫинчен те эпӗ пӗр ҫак ырлӑхшӑн тӑрӑшас шутпа ҫеҫ ҫырнӑ. Ӑҫта? Вӑл ӑна васкаса илчӗ те тӗлӗнсе кайрӗ: Джемма, чӗрӗ Джемма, ҫамрӑкскер, вӑл ӑна 30 ҫул каялла пӗлнӗ Джемма! Ҫак иртнӗ кунсенче вӑл епле ватӑлса кайнине, вӑл ытла имшерӗн курӑннине эпӗ тин ҫеҫ асӑрхарӑм. — Улталатӑн. Вӑранатӑп та, ҫӗрлех ҫавна чавса кӑларма каятӑп; пӗр аршӑн ҫурӑ алтатӑп та куратӑп: кӑмрӑк выртать те йытӑ пуҫ шӑмми. Вӑл вара ӑна тӗрлӗ наукӑсем вӗрентме тытӑннӑ. Амӑшӗ ӑна ним чӗнмесӗрех пуҫ тайрӗ. — Акӑ мӗн, — калаҫма пуҫларӗ Челкаш, хӑйӗн хытӑ ҫулӑхакан пӳрнисенчен Семеныч аллине вӗҫертмесӗр, ӑна юлташла та иртӗнерех силлекелесе, — эсӗ Мишкӑна курман-и? Мӗн тери йышлӑ вӗсем! Вӗсем туртса пӗтерсен тин харкашу тухса кайма пултарнӑ. Тӑшмана парӑн. Катя ҫине пӑхса илтӗм. — Пӑхӑр-ха аялти тута йӗрӗ ҫине. — Чать! — ӳхӗрсе янӑ Фома. Пӗррехинче — ку ӗҫ ирхине пулчӗ — Павел Петрович ҫӑмӑлланарах пачӗ те, вырӑн ҫинчен диван ҫине куҫрӗ; Шӑпах ҫакна, этем тӑвӑлӗн ирӗклӗхӗнчен кӑрккалла йӗрӗнсе курайманнине, каҫармаҫҫӗ те ӗнтӗ пире нихӑҫан — ӗмӗр-ӗмӗрех. Юлашкинчен акӑ мӗн: сыхлануллӑ пулӑр! Эсир ӑна, паллах, илтнӗ ӗнтӗ. Юргин мӗн тума кирлине шутласа кӑларчӗ: аллӑ-аллӑн тытӑҫса ҫапӑҫмах лекет пулсан, вӑл ҫапӑҫу траншейӑра мар, ҫынсем арпашӑнса кайнӑ ҫӗрте мар, траншея умӗнче, пӗр вӑтӑр-хӗрӗх метр маларахра пулса иртмелле, тӑшманшӑн кӗтмен ҫапӑҫу пулмалла вӑл. Юлашкинчен, Синопа мӗн иккенне ӑнланса илнӗ те савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрнӑ: — Мӗн ку? — Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп, — персе ячӗ Артём, — анчах ҫак ҫурӑм хыҫӗнче тӑраканни кансӗрлет. «Турӑҫӑм!» — ним тума аптраса, пӑшӑлтатрӗ вӑл; вара урмӑшнӑ куҫӗсемпе хӗрӗ ҫине пӑхса илчӗ те тепӗр хут ыйтрӗ: — Хӑваласа кӑларчӗ тетӗн-и? — Тускуб ылтӑн ӗмӗршӗн сӗмленет, — Марсӑн юлашки саманине — ылтӑн ӗмӗре — уҫасшӑн-пуҫласшӑн. — Эппин мана итле, — хӗремесленес марччӗ тесе тем пек тӑрӑшса каларӑм Ромашова. Ылттӑнӑм, ҫаксене вӗт эпӗ тахҫанах тӗплӗн шухӑшланӑ та виҫсе хунӑ. Сана лайӑх пулать вӑл. Анчах экзамен умӗн, мана тетрадьсем кирлӗ пулса тӑрсан, Оперов, хӑй сӑмах панине асра тытса, мана хӑйӗн тетрачӗсемпе усӑ курма тата пӗрле вӗренме сӗнчӗ. Ҫапла вара хӗвеллӗ хула та, тӗнчери ытти пур хуласем пекех, куҫса ҫӳрекен хула. Вӑл тетрадьсене Рита патне ярас ӗҫпе вокзалӑн почта уйрӑмӗнче тытӑнса тӑчӗ, кайран поезд патне тухрӗ те юлташӗсенчен никама та курмарӗ. Иртенпе юланутпа ҫӳренӗ — ҫапах шурӑ сӑнлӑ?» Анчах Джордано мӗн ҫамрӑкранах чиркӳ вӗрентӗвӗ пирки шухӑша кайнӑ, ҫав вӗрентӳри нумай япаласем ӑна тӗрӗс мар та килӗшӳсӗр пек туйӑннӑ. Ҫамрӑк Бруно манахсемпе священниксем ҫӗр ҫинче пуринчен ытларах влаҫпа ылтӑна юратнине, вӗсем халӑха тӗттӗмлӗхре тытнине, пӗр ирӗклӗ сӑмахшӑнах ҫынсене асаплантарнине, вӗлернине курнӑ. Джордано пуҫне вара пирвайхи хӑюсӑр иккӗленӳ пырса кӗнӗ. Анчах ӑҫта унта канма! Ҫуралнӑранпа нихҫан та хӗрелсе курман, унта хӗрелме вӗрентӗм: шӑварма хӑвалас тесе, лашасен пӗр ушкӑнӗ патне пыратӑп кӑна, акӑ сана, пӑх та кур, хӗр пек хӗрелме пуҫлатӑп… — Юрӗ, анне! — терӗ Павел сасартӑк татӑклӑн. — Ҫынсене пит шел те, нимӗн те тума ҫук ҫав; пин ҫынна хӗрхентересшӗн хӑш-пӗр ҫын пурнӑҫне татмаллах пулса тухать-ҫке, — терӗ пӗри. Анчах кун пек чухне манӑн чун сӗмленекенччӗ; хальхинче те эпӗ пӑрахут анатран, Орлеантан, хӑпармалла пулӗ-ха тесе туйса илтӗм. Вӑл ҫӳллӗ пӳллӗ, анчах ватӑлнипе хутланарах кӗнӗскер-мӗн. Федотов хӑй ҫап-ҫамрӑк, анчах парти билетне вӑл 1919-мӗш ҫултах илнӗ. Нумай ҫӗклеме пултарать вӑл… Ҫаврӑнса пӑх та, куратӑп: крепость енчен пӗр казак, чӗлпӗртен тепӗр лаша — башкир лаши тытса, сиккипе чуптарса пырать. Хӑй аякранах алӑ сулса паллӑ тӑвать. Ак ҫапла… Вӑл каланӑ вӑхӑт документсем ҫинче кӑтартнӑ вӑхӑтпа шӑп кӑна мая килет. Сменӑна тӑракан рабочисене смотр тӑвас ӗҫ депора ҫӗрлечченех пычӗ. Хохол Павела хуллен кӑна тӗртсе ячӗ те, куҫне пӳрнисемпе шӑлкаласа, калаҫма тытӑнчӗ: — Ҫитӗ! Ун куҫӗ умӗнче ӑнланмалла мар ӗҫ пулса иртрӗ: подъезд умне кӳме ҫитсе чарӑнчӗ, унӑн алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ, кӳмерен мундир тӑхӑннӑ пӗр господин кукӑрӑлса тухрӗ те пусма тӑрӑх чупса хӑпарса кайрӗ. Илья аллисене кӗсйине чиксе, хуллен шӑхӑркаласа, чӳрече витӗр картишне, рабочисем ҫине пӑхса тӑнине курсан, е фабрикӑра васкамасӑр утса ҫӳренине е поселока ҫӑмӑллӑн утса кайнине курсан, ашшӗ тулли кӑмӑлпа шухӑшланӑ: — Ҫивӗч куҫлӑ хуҫа пулать. Унӑн хӑйӗн пурнӑҫӗ йывӑр, асаплӑ пулнӑ, анчах никам та илтмен вӑл ӳпкелешнине, — никам та, нихҫан та! Ҫавӑнпа амӑшӗ те, хӑйӗн хӗрӗ ҫине пӑхса, чӗререн хӗпӗртет; хӗрӗн вара нервисем ҫеҫ урмӑшнӑ: вӑл ҫӗр каҫипех ҫывӑраймӗ, темиҫе хут макӑрӗ-ха. Мӗн пирки эсир мана Грушницкипе хаваслӑрах пулать тесе шутлатӑр? Эпӗ граждански сывлӑш флочӗн управленине кайрӑм, унтан Зооинститутра Валя патӗнче пултӑм. Чи кирли ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Фелим сассинче ӗнтӗ сехре хӑпни палӑра пуҫларӗ. Комсомолка-и вӑл? — Давыдов ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа арпаштарчӗ, нимӗн калама аптӑраса эхлетсе илчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ. Оленина: хӑй хӗре каланӑ пур сӑмахӗсем те мӗн тери киревсӗр пулнине хӗр ӑнланать пек, анчах та вӑл ҫав шухӑшсенчен ҫӳлте тӑрать пек туйӑнчӗ; хӗр хӑйне Оленин мӗн калас тенине, анчах каласа пама пӗлменнине тахҫанах пӗлет пек, анчах унӑн ҫав сӑмахсене Оленин мӗнле каланине итлесе пӑхасси килет пек туйӑнчӗ. — Ну, юрӗ-ха, манӑн хам валли хамӑн аллӑмсемпе тунӑ кимӗ пур. Анчах пуласлӑха пӗлме ҫук ҫав, пуласлӑх этем умӗнче путлӑх ҫийӗпе хӑпарнӑ тӗтре пек тӑрать. Ку тӗтрелӗхре кайӑксем ҫуначӗсемпе ҫапса ҫӳлелле те, аялалла та, ӑсран тухнӑ пек вӗҫеҫҫӗ, вӗсем куҫӗсемпе пӗр-пӗрне те паллаймаҫҫӗ, кӑвакарчӑн хурчкана курмасть, хурчки кӑвакарчӑна курмасть, хӑйӗн вилӗмӗнчен аякра вӗҫнипе аякра вӗҫменнине вара никам та пӗлмест… Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем чӗнмесӗр ларчӗҫ. Точка! Вӑл вара киленсех йӗчӗ, куҫҫуль тумламӗсем ун хӑмӑр пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхаҫҫӗ, вӑл вӗсене пынӑ ҫӗртех тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет… — Мӗн тума вӑл сана? — кула-кула ыйтрӗ подпоручик. Ҫав самантра вӑл ҫӳлелле пӑхрӗ, эпӗ алӑкра ӑна хирӗҫех тӑратӑп; вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ. Кирлех пулсан, ҫав ҫӗр айӗнче ҫирӗм тӑхӑр ҫул выртнӑ борща уҫса примус ҫинче ӑшӑтса илме те пулатчӗ. Вӑл пӗр ывҫӑ кишӗре сӗтел ҫине ывӑтса кухньӑран тухса кайрӗ. Вӗсем пӳлӗмри пӗтӗм тенкелсене йышӑннӑ, хӑш-пӗрисем пӑшӑлтатса калаҫкалаҫҫӗ, пурте питӗ канӑҫсӑр, йӗп ҫинчи пек лараҫҫӗ, пурте шиклӗ, анчах хӑранине палӑртасшӑн мар: хӑйсем шлепкисене пӗр хываҫҫӗ, пӗр тӑхӑнаҫҫӗ, ӗнсисене хыҫаҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна куҫса лараҫҫӗ, тӳмисене йӑвалаҫҫӗ. — Ҫапла, питӗ пуян: унӑн ҫуртсем те, ҫӗр те пулнӑ, укҫи виҫ-тӑватӑ пин таранах юлнӑ, теҫҫӗ, анчах ӑна таҫта пытарса хӑварнӑ вӑл. — Вилчӗ-и? — кӑшкӑрса ыйтрӗ Дик. Тӗтӗм ӑшӗнче шыв витри хыпашласа тупса эпӗ урайӗнчи ҫулӑма сӳнтертӗм те, пуленккесене кӑмакана каялла ывӑтма тытӑнтӑм. Колхозниксем Воропаев ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Унӑн тути кӑштах шуралса кайрӗ… Кунта кӑркка аҫи тата хир чӑххисем. — Пурӑннӑ чухне мӗн пулкалать, пурин ҫинчен те. Давыдов унӑн ытама кӗми хулӑн пӗвне, сарлака хул пуҫҫисене уҫҫӑнах тӗлӗнсе пӑхрӗ. Ҫынсем — тӑшман тенинче эпӗ темле чӑнлӑх пуррине туяттӑм, ытти пурте вара мана пырса тивместчӗ. Вӑл питех те хӗн. Эпӗ кулса ятӑм. Пӗр питех те самӑр улпут ун ҫинчен куҫне илме те пӗлмест, хушӑран ҫеҫ хӑйӗн икӗ ҫӗрулми ӳссе ларнӑ пек туйӑнакан кӗске аллисемпе сарлака ҫурӑмӗ хыҫӗнчи табакеркине илесшӗн тӑрмашать. Ҫӑрттан мучи сак ҫинче именсе хускалкаларӗ, сӑмахӗсене чӑмлакаласа, каларӗ: — Пӗлетӗн-и, акӑ мӗн… Кирек мӗнле пулсан та ун патне ҫыру ҫырсан лайӑхрах пулӗ. Мӗнле ответ парӗ вӑл, курӑпӑр. Анчах эсӗ, христарати, ман сӑмаха ан пӳл-ха, ун пек тусан ман шухӑш айккинелле пӑрӑнса кайма пултарать, вара эпӗ сӑмах мӗн ҫинчен пынине манса кайма пултаратӑп. Санӑн вырӑну — кунта. Панкратов кая юлакансене васкатать: — Айтӑр, ачасем. — Анчах та ӑна лартмасан? — ыйтрӗ Егор, Самойлов ҫине кӑтартса. Пӗри ҫухалнипе те ҫитӗ. Шлюпка пӗр вырӑнта пӗтӗрӗнекен кит патнелле ҫывхарчӗ. Алексее вӑр-вар, паттӑр пулнӑшӑн пурте мухтанӑ, ашшӗ ӑна, хулпуҫҫинчен лӑпкаса, хавассӑн кӑшкӑрнӑ: — Хӑвна чирлӗ тетӗн тата! Ҫавӑнпа та эсӗ ахалех кун пирки унашкал… кӑмӑлсӑрланса калаҫатӑн. Сасӑ татах илтӗнчӗ. Вӑл эпӗ «государствӑн вӑрттӑнлӑхӗ» ҫинчен калани тӑшмана е тӑшман халӑха пӗлтермест пулсан, урӑх мӗне пӗлтернине ӑнланса илме пултараймарӗ. Т-тирне сӳмелле унӑнне, йӗксӗкрен йӗксӗкӗнне! Ах, ӑстӑна аталантараслӑх, хӑвӑртлӑх та тавҫӑрулӑх. Суворовҫӑсем! Халӗ ӗнтӗ салтака мӗн вӗрентмеллине те пӗлместӗн. Ӑт, тархасшӑн, ҫӗнӗ япала шутласа кӑларнӑ, витӗрех кӗрсе каймалли атака… — Ҫапла, пач та шӑккалат мар ку! — килӗшсе пуҫ сӗлтрӗ Веткин. — Эсӗ ав ҫав каска пек тӑратӑн, сан ҫине вара казаксем пӗтӗм карьерпаланах вирхӗнсе килеҫҫӗ. Хура юн тӗслех ҫавнашкал чулран тӑракан колоннӑсем — вӗсем тӑваткал, ҫӳлелле ансӑрланса хӑпараҫҫӗ — хапха-алӑкӑн скульптура урлӑ виттине тытса тӑраҫҫӗ. Флиндерса илсен вара, вӑл 1801 ҫулта хӑйӗн тӗлӗнмелле шыравӗсене тепӗр хут пикеннӗ, вара 138°58' долготапа 35°42' широта ҫинчи Свиданин бухтине ҫитсен ӑна «Географпа» «Натуралист» карапсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем Боденпа Гамелен капитансем ҫӳрекен Францин карапӗсем пулнӑ. Ӑмӑртакансем каллех пӗрне-пӗри куҫпа пӑхса илнӗ. Вӑрмантан килекен шыв вӑйлӑланчӗ, вӑл хӑраса йӗрмешнипе, пӗрне-пӗри чӗнсе кӑшкӑрнисемпе, хӑтарма ыйтса ҫуйхашнипе хутшӑнса кайрӗ. Анчах ку мӗскер — эпӗ ӑнланаймарӑм. — Тоня хӑйӗн тусне диван патне туртать. Анне пачах ватӑлса ҫитрӗ, хуҫалӑхра йывӑр ӑна, авлантарасшӑн. Кантӑкран урайне тӑваткӑл кӑвак ҫутӑ ӳкет. — Эпӗ ӑна хӑйшӗн артиста кайма килӗшменни ҫинчен каласа парсан, эх, мӗнле савӑнӗ вӑл! — Чӑнласах курса ӑнлантӑм, анчах ҫакна ӗненме питех те хӗн. — Йӗкӗр хыр патӗнче, батюшка, йӗкӗр хыр патӗнче. Ку сӑмахсене мана пӗррехинче питӗ лайӑх, чӑн-чӑн ҫын каларӗ. — Ку вырӑнсенче карапсене гаване кӗртме пулӑшакан лоцмансем ҫук-и вара? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Алена теҫҫӗ мана… Эпӗ чӗлӗм чӗртрӗм те мӗн пулса иртнине сӑнаса ларатӑп. Пӗчӗк пӑрахут анаталла ишет. Иван Никифорович суд ҫуртне килсе курӑнни пурне те хытӑ тӗлӗнтерчӗ, судья кӑшкӑрса ячӗ, секретарӗ вулама чарӑнчӗ. Пӗр ҫыруҫи, фризран ҫӗлетнӗ ҫурма фрак евӗрлӗ тумтир тӑхӑннӑскер, тӗлӗннипе, тути хушшине перо хӗстерчӗ, тепри шӑна ҫӑтса ячӗ. — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ку ӗнтӗ, паллах, ытлашши пысӑклатса калани пулать. Тӑшманӑн вӑйӗ мӗн тери килет — пӗтӗм Европа танксем ҫине ларнӑ вӗт. Тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, вӑйлӑ, ҫав тери йӑрӑскер, вӑл ягуарпа пантера ҫине ним иккӗленмесӗр тапӑнакан, упапа пӗччен тытӑҫма хӑраман йытӑсенчен пӗри пулас. — Ку-и? Пӗр французик — кунта нумайӑн ҫӳреҫҫӗ вӗсем… 1938 ҫулта астрономсем миллион ҫурӑ километр ҫӳлӗш протуберанеца асӑрханӑ. Ҫынсен сӑн-питӗнче темле салхулӑх, парӑнса пусӑрӑнни палӑрчӗ, шав лӑпланчӗ, ҫӗре путнӑ пекех пулса тӑчӗ. Амӑшӗ хӑйӗн ҫамки тирӗ чӗтренине, куҫӗ пӗҫерсе кайнине туйрӗ. Унӑн каллех халӑх хушшине кӗрсе каяс килчӗ, вал малалла пӗшкӗнчӗ те хытса ларнӑ пек пулчӗ. — Эсир манран хӑвӑр ыйтрӑр, — терӗ Санин. — Мӗншӗн усӑсӑр? — ыйтрӗ Люба. Вӑл хӑйӗн килӗнче байковӑй утиял айне выртма хатӗрленнӗ чухнехи пекех саланнӑ, урӑхла каласан, аялти кӗпи-йӗммисӗр пуҫне йӑлт хывнӑ, унтан табуретка ҫине ларнӑ та, тӗкӗр ҫине пӑхса, хӑйпе хӑех тӗлӗнмелле япаласем тума пуҫланӑ. Анчах Потоцкий ку тапхӑрта хӑйне хушнӑ ӗҫе тивӗҫлӗ пулчӗ: вӑл вӗсене ывӑна пӗлмесӗр хӑваларӗ, вара, Бульба пушӑ юлнӑ ишӗлчӗк крепоҫе канма чарӑнсан, козаксене Днестр хӗрринче хӑваласа ҫитрӗ. — Мӗнле «ӑҫтан тулнӑ»? Мӗн тума пултарӗҫ вӑл партизансем? Пӗр чарӑнми ишсе ӑҫта пырса ҫитнӗ-ши? Чӑнах та, аялтан пӑхакан хӗллехи хӗвел ҫути ҫак зала урлах ҫутатсан, зал тӗтре ҫинче чӗтренӗ пек курӑнать. Сима Симаков каллех хушӑкран пӑхрӗ, анчах хальхинче вӑл карчӑка курмарӗ. Ҫамрӑк чухне нимле карт вӑййине те хутшӑнман, кунта вара лотолла выляма юратса пӑрахнӑ, лотолла выляма чарсан — ералашла выляма тытӑннӑ. Варвара кӑшкӑрашнине унӑн хӑлаҫланӑвӗсемпе танлаштарчӗ те, Воропаев унӑн ирхи ятлаҫӑвӗн сӑлтавӗ Виктор Огарнов пулнине чухласа илчӗ. Варвара ӑна яланах «хысна кахалӗ» тесе чӗнет. Марья Кириловна нимӗн те курмарӗ, нимӗн те илтмерӗ, пӗр шухӑш кӑна унӑн пуҫӗнче: ирпе ирех пуҫланӑ вӑл Дубровские кӗтме, пӗр саманта та шанӑҫа ҫухатмасӑр кӗтет. — Тӗрӗс. Бульвар тӑрӑх пирӗн ҫумпа таса тӑхӑннӑ ҫынсем: мӑнтӑр улпут майрисем чиновниксем, офицерсем утса ирте-ирте ҫӳретчӗҫ; кукка якалса кайнӑ кӗрхи пальто, лучӑрканса пӗтнӗ картус тата хӗрлӗрех тӗслӗ атӑ тӑхӑннӑччӗ те хӑй костюмӗнчен вӑтанса пулас, хӗсӗнкелесе ларатчӗ. — Ах, ан чӑрмантарӑр мана, — кӑшкӑрса ячӗ вӑл горничнӑя хирӗҫ, лешӗ Софья Ивановна патӗнчен: шӑлусем епле? Вӗсем ҫумне эмел хумалла мар-и? — тесе ыйтма килсен. — Ну, мӗн? — терӗ комендантша. — Шел! — терӗ Айртон. Тата акӑ мӗн. Суд пуҫланас сехетчен эсӗ хӑвӑн шухӑшна улӑштарӑн, тен. — Рендич! — кӑшкӑрса ячӗ Елена: — эсир вӗт ку. Тӗттӗм ҫӗртех салтӑннӑ чухне амӑшӗ хӑйсем патне пӗр-пӗр ҫӑмӑлпа килнӗ кӳршӗ арӑмӗпе макӑра-макӑра калаҫнине итлет вӑл. — Нимех те ҫук, мӗнле йӑла вӑл сирӗн ҫийӗнчех хӑраса ӳкесси? — калаҫма пуҫларӗ упӑшки, кашни сӑмах каламассерен кирлӗ мар ҫӗртенех тутине чалӑштарса. Сире хам ачасене паратӑп, вӗсене юратӑр, эпӗ вара сире нихҫан та пӑрахмӑп, ватлӑх кунӑрсене канлӗ ирттермелле тӑвӑп», — терӗ вӑл. — Эпӗ господинран вӑл мӗскер каланине ыйтасшӑн, — мӗнле сӑмах каларӗ вӑл? Вилӗм ҫинчен шутлама халӗ унӑн вӑхӑчӗ те ҫук. Ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ старике тата тепӗр хут хавассӑн саламларӗ те азотейӑри аяккарах кӗтеселле ертсе кайрӗ. Миките килхушшинелле кухарка упӑшкине кӑшкӑрса янӑ: — Эй, ырӑ ҫыннӑм, лаша тытса тӑма тух-ха! — тенӗ. — Командир гражданин, эпир, Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальон ҫыннисем, сиртен пире пӗр ырӑ ӗҫ пама ыйтатпӑр. — Чи малтан, — терӗ вӑл, — эпир хамӑр хӑш вырӑнта тӑнине тӗплӗн пӗлмешкӗн кирлӗ цифрӑсене илсе шутласа кӑларам-ха; киле тавӑрӑнсан, эпир хамӑр ҫӳресе тухнӑ ҫулйӗрӗн карттине туса хатӗрлӗпӗр; ҫав картта, ҫӗр чӑмӑрӗн хуппине касса пӑхас пулсан, пирӗн ҫул мӗнле чулсемпе тӑпрасен сийӗсем витӗр иртсе пынине кӑтартса памалла. — Час пӗтет-ши ку? — пӑшӑлтатать вӑл. — Пӗлместӗп, — тет Наталья ҫавӑн пекех шӑппӑн. Вуннӑмӗш пайӗ кӑна ман хырӑма пырса лексен те, ҫавӑ ман хырӑмшӑн пит усӑллӑ пулнӑ пулӗччӗ! — Егоровна ӑҫта? Ҫапла, паллах, ҫакӑн пекрех пулса пынӑ ӗҫсем. Витре лартрӗ. Ӗҫрӗмӗр. Юн ҫаплах юхать. — Пулма пултараймасть, ӑҫтан пырса кӗчӗ ку шухӑш сирӗн пуҫӑра? Вӗсем ҫаплах-ха комиссара кӗтсе тӑраҫҫӗ. Шубин, майлӑ вӑхӑт тупса, кайма хатӗрленнӗ Берсенева хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ:— Ну, мӗнрен герой мар — ӳсӗр нимӗҫсене шыва пӑрахать, — терӗ. — Хӑвӑра та ырӑ сывлӑх пултӑр, — пуриншӗн те хуравларӗ пӗр ватӑрах казак, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ лапсӑркка ҫӗлӗкӗ патнелле аллине ҫӗклесе. Эпӗ нихӑҫан та сквайра ҫакӑн пек ҫывӑхран курман. Эпӗ килте ҫук чухне аннеҫӗм хӑйӗн кӳршинчен ҫыру илнӗ — ҫырӑвне сӑрӑ хут ҫине ҫырнӑ, хӑмӑр сӑркӑчпа пичетленӗ, ун пек сӑркӑчпа почта повесткисене е йӳнӗ эрех кӗленчисене пичетлеҫҫӗ. Ман пӳлӗмре акӑлчанла кӑмкан тӑрать, алӑкӗ питӗрӗнмест тата. Николай Артемьевич урисемпе тапӑртатрӗ. Вӑл Марийкӑна илни — нумайӑшӗсемшӗн кӗтмен япала пулнӑ. Вара каллех хӑй ӑссӗн калаҫма тытӑнчӗ. Эпӗ чул ҫине сиксе тухрӑм, пичче ман хыҫӑмран пычӗ, ҫав вӑхӑтрах Ганс, нимӗнле япаларан та тӗлӗнмесӗр, хӑй вырӑнӗнчех ларса юлчӗ. Юлашкинчен вӑл хӑй те пӗр лав патне пычӗ те, ун ҫине хӑпарса ҫурӑм ҫине чӑсӑлса выртрӗ, аллисене каялла ярса хутлатса пуҫ айне хучӗ; анчах ҫывӑрса каяймарӗ, чылайччен пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртрӗ: вӑл паҫӑрхи пекех пӗтӗмпех ун умӗнче; сывлӑш таса та уҫӑ; пӗлӗт тӑрӑх пиҫиххи пек иртекен Акӑр ҫулӗнчи йышлӑ ҫӑлтӑрсем ҫап-ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ. Пурте кулкаласа илчӗҫ. Сана пирӗн патӑрти служба кӑмӑла каять пулсан, пирӗн рете ирӗккӗнех тӑр. Анчах кӑмӑлах каймасть пулсан, тӳррипех кала: тӑмастӑп те. Куратӑн ӗнтӗ, эпӗ санпа тӳррипе, нимӗн чеелӗхсӗр калаҫатӑп. Кантӑк кӗленчисем ҫине тусан сирпӗтсе, ҫил алхаснӑ. Колхоз председателӗ, Стойко, леш пуш ҫанӑллӑ, ҫӳле те яштака пӳллӗ каччӑ, хӑнӑхнӑ майӗпе «смирно» тӑчӗ. Огнянов тем пек пӑшӑрханчӗ пулин те икӗ сехет хушши хытӑ ҫывӑрчӗ. Часах ӑнлантӑм, шыв юххи кунта сылтӑм ҫыраналла пӑрӑнать, ку ӗнтӗ эпӗ шарлака лекнине пӗлтерет; ҫавӑнпа эпӗ сулахаялла пӑрӑнтӑм. Том тухса кайсанах, Полли мӑнаккӑшӗ чӑланалла чупрӗ те Том вӑрӑ-хурах пулса ҫӳренӗ чухне тӑхӑннӑ ҫӗтӗк курткӑна туртса кӑларчӗ. — Ой, хӑлха ҫакки ӳкрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Ступина. — Ме, ил распискӑна, — терӗ Павела сӑран тӑхӑннӑ ҫын, конверт парса. Вӑл мана юратмасть — пултӑрах! — Сехет чарӑннӑ, инкек… — хуравларӗ савӑнӑҫлӑ сасӑ. Хытӑ пӑлханнипе калаҫаймастӑп та, ҫапах Тома кунтан хӑвӑртрах тармалла тесе хыпаланса каласа патӑм — пӗр минут та тӑхтамалла мар: пӳртре ҫын туллиех, пурте пӑшалпа! Ҫав минутран пуҫласа вара, хӑйсем ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ пулин те, озеровецсем пурте пушшех ҫине тӑрса хӗвелтухӑҫ еннелле туртӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫаклатса сыпӑнтарнӑ пек тӳрӗ анакан янах шӑммисем унӑн, шӑл витми темле хытӑ япалана чӑмланӑ пек, кавлесе тӑраҫҫӗ, куҫӗсене кӑшт хупнӑ. — Итле-ха, ачам, — терӗ вӑл Марысьӑна; сасси ун ҫавӑнтах йӑвашланчӗ, — Акӑ, ҫак сӑнӳкерчӗке ил те упраса пурӑн. Виҫҫӗмӗш точкипе аптрамалла вӑт. Сасӑсем вара, халӗ те ҫав тери пӑтравлӑ та ҫав тери янӑравлӑскерсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗҫеҫҫӗ, ӳкеҫҫӗ… Кирек мӗнле ҫаврӑнкаласа вырнаҫсан та, ҫакӑнтан майлӑрах та канлӗрех пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна: хӑйне сӑпкара сиктереҫҫӗ тейӗн ҫав. — Пурнӑҫ тӑршшӗпех малалла каяр, — пирӗншӗн урӑх ҫул ҫук! Пурте ученӑя инкек пулчӗ пуль тесе шутларӗҫ. Вӑл пысӑках мар арчана ӳҫрӗ, кукленсех ларса япаласен хушшинче темӗн шырать. Весовщиков йывӑррӑн мӑшлатса сывларӗ. Вӗсем — тӗрлӗ кӑмӑллӑ ҫынсем. Иккӗшӗ те пӑлхава хирӗҫ кӗрешеҫҫӗ, вӗсен кашниннех хӑйне уйрӑм меслет пур: пӗрин — ҫӗнтерӳ, теприн — террор. Калама та ҫук салхуллӑн курӑнса выртать утрав. Халӗ манӑн пӗр харӑсах вунпӗр тӗлте кӗҫӗтет. Анчах ҫак самантра ӑна тӗлӗнмелле туйӑм ҫупӑрлать: пӑлханмасть те вӑл, юнӗ вӗриленнине те, кӑмӑл туртӑмне те туймасть, ун чӗрине, инҫетри ҫӑмӑл тӗтре пек, кӑштах салхулӑх ҫеҫ карса илнӗ. Лайӑх боецчӗ, ну, гармонист вара, чи лайӑххиччӗ. Шурӑ кӗлетке куҫран ҫухалсан тата садра та сасӑсем илтӗнсе кайсан тин, ун пуҫӗнче ҫӗнӗ план пулса ҫитнӗ. Пирӗн ҫул тӑвалла улӑхни палӑрмасть, хӑш чухне анаталла аннӑ пек те туйӑнать. Пӗтӗм ҫӗр ҫинчи вӗҫӗмсӗр йышлӑ халӑха чӗртессишӗн пиншер ҫын вилччӗр! Арҫын, пуҫӗпе салхуллӑн сулкаласа, ун патӗнчен аяккалла кайса тӑчӗ. Староста каласа панисемпе Квейс ҫырлахмарӗ курӑнать. Хӑраса ӳкнӗ, макӑрса пӗтнӗ хунямӑшӗ, Петра пӑчӑ, темле йывӑр сывлӑшпа тулнӑ пӳлӗме илсе пынӑ чухне, Наталья вунтӑххӑрмӗш сехет ӗнтӗ хӑрушшӑн асапланнӑ. Темиҫе кун хушши Серёжа вокзалра курӑнмарӗ. Акӑ мӗншӗн: сӑнакан ҫын куҫӗпе мӗнле те пулин ҫӑлтӑр хушшинче Сатурнӑн унки курӑнса кайсан, сӑнакан ҫын ҫӑлтӑра ункӑ витӗрех курать. Сасартӑк тӗттӗмре илтетӗп акӑ, ҫыран хӗррипе ут чупать, тулхӑрать вӑл, кӗҫенет, урисемпе ҫӗре кукалет; эпӗ хам Карагеза сассинчен палларӑм: вӑлах пулчӗ ҫав, манӑн ҫывӑх юлташ!.. Эпӗ ӑнлантарса панисене итлес килет-и сирӗн, е эсир унсӑрах мана айӑплӑ тесе шутлатӑр-и? Нумайлӑха-и вӑл? Ӗҫ ҫавӑн пек пулса тӑнине мӗнле ят памалла? Тӗл пулнине кура Лозневой те Костьӑран кая мар хӗпӗртерӗ. Вӑл каллех хӗрсене куҫ хӗссе илчӗ, унтан сасартӑк хайӗн сассине ташӑ кӗвви ҫине куҫарчӗ, вара унӑн хӗрӗ, — аллисене пуҫ хыҫне цыганла тытса, кӑкӑрӗсене кисрентерсе ҫуйӑхса илчӗ те ашшӗ юрланӑ тата хӗлӗхсем янӑранӑ кӗвӗ майӗпе ташша ячӗ: — Кам илет ун кӗмӗлне, — Шалтах хуҫать урине. Сахал мӑшкӑларӗ-им вӑл сантан? Унӑн пуҫӗнче темӗнле тӗтреллӗ асаилӳсем пӑтранаҫҫӗ; инҫетри ачалӑх саманчӗсем, манса кайнӑ иртнӗ кунсенчен калле килсе тухнӑскерсем, ҫил вӗрсе теме сӗртӗннӗн, сасӑсемпе пӗр пулса чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ… Вӑл ман ӑшри пӗтӗм ӑпӑр-тапӑра ӗмсе кӑларчӗ. — Ма-ши, мӗн-ма-ши? — малтанхи пекех шӑппӑн пӑшӑлтатаҫҫӗ унӑн тутисем. Ну, Валюша, е хирӗҫсех тӑрӑн-ши? Вӗсем пӗр кана шухӑша путса чӗмсӗрленчӗҫ. Унтан король сӳрӗккӗн ҫеҫ пуҫларӗ: — Ха! Тинӗс енчен вӗсем мана ытла капӑртарах курӑннӑ иккен. Карцер Артура «ӑс кӗртес» вырӑнне питех те ҫиллентерсе ҫитернӗ. Ун пуҫӗнче сасартӑк пӗр шухӑш ҫиҫсе илчӗ. Павелӑн куҫӗсем лӑпкӑ пӑхаҫҫӗ, ҫамки ҫинчи хутлам кӑна вӑл тарӑн шухӑша кайнине систерет. Тухтӑр куҫарса пачӗ. Вӗсенчен чи ваттине ултӑ ҫулта чухнех чуралӑха сутнӑ-мӗн. Африкӑран ӑна Пӗрлешуллӗ Штатсене илсе пынӑ. Анчах кунта вӑл тахҫанах ирӗклӗх илнӗ. — Ӗҫ кунта юратнипе юратманнинче мар. Эпӗ кровать патне хуллен пырса тӑтӑм. Марья Николаевна лашине тӗмӗсем хушшипе уттарчӗ, унтан сиксе анчӗ те, сасартӑк пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑчӗ, Санин еннелле ҫаврӑнса: — Эней? — тесе пӑшӑлтатрӗ. — Аттемӗр Владимир Андреевич, — терӗ вӑл хӑйкӑлтирех сасӑпа, — пуҫна ҫиетӗн-ҫке эсӗ! Старик ӳркенсе кулкаласа хирӗҫ чӗнет: — Пӗр турӑ анчах ултавсӑр, а эпир — ухмахла пурӑнатпӑр; ухмаха улталамасан, унтан мӗн усси пур вара? Журналсенчи картинӑсем тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: Грецин пуҫ хули Афины, вӑл — шутсӑр авалхи те пит хитре хула, анчах Яков иккӗленнӗ пек пуҫне пӑркаласа, Афины пуррине йышӑнмастчӗ. А ҫын вӑл — питӗ сисӗмлӗ япала, унпа ох, мӗнле асӑрхануллӑ пулмалла! Ну, мӗнле доказательствӑсем пур санӑн? — Эпӗ ыран сире хӑҫан, ӑҫта тӗл пулмаллине калӑп! — лӑпкӑн пӗлтерчӗ Саша. Вӑл иккӗмӗш хута хӑпарчӗ те «Маркиттӑн» ҫӳлти пӳлӗмӗсенчен ӑна уйӑрса панӑ икӗ пӳлӗмрен пӗрне кӗрсе, лутра та пӗчӗкҫӗ диван ҫине выртрӗ. — Эпӗ ӑна калӑп — вӑл хӗпӗртесех каять ӗнтӗ. Вӗсем пӗр-пӗрине лайӑх палламанпа пӗрех, ҫавӑнпа та унпа калаҫма та ҫӑмӑл пулнӑ. Хӑшпӗр чухне кӑна, Францие эмиграцие тарнӑ Аникей Девяткинӑн аслӑ ывӑлӗпе хирӗҫ пулкаласан, Андрей шуралса каять: ашшӗпе ывӑлӗ ытла та тӗлӗнмелле пӗр пек сӑнарлӑ. — Ну, кайӑпӑр, Володя, — терӗ пиччӗшӗ, хӑйсен лавӗ кӗпер ҫине пырса кӗрсен. Тӑлӑх арӑм патӗнчи йӗркесене те эпӗ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пурне те хӑнӑхса пытӑм — тӳсме вӗрентӗм эпӗ ҫав йӗркесене. Вӑл хавасланнипе чыхӑна-чыхӑна ларнӑ, макӑрнӑ, чӗтренӗ, пуҫ тайса помещике, кучера, мужиксене тав тунӑ. Сана вӑл пӑрахмӗ. Ӑнланса илтӗм пулас. — Пит аван шухӑш! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Вӑл хӑвӑрт кухньӑналла кайрӗ, хыҫалтан Рыбин сӑмахӗсем илтӗнчӗҫ: — Ҫапла, Павел! Ҫӳлтен пӑхсан, вӗсем питӗ вӑраххӑн шунӑ пек туйӑннӑ. Истребительсем ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарсан, ҫаксем пурте кӑткӑсем хӑйсен ҫурхи ҫулӗсем тӑрӑх ҫӳренине аса илтернӗ. Никам та ним калама пӗлмерӗ, пурте шӑпӑртах ларчӗҫ. Ҫав кантрасем ҫумне ҫынсем хӑйсен ыйтӑвӗсене ҫырнӑ хутсене ҫыха-ҫыха ячӗҫ, вара вӗсене, пирӗн шкул ачисем сывлӑша яракан хут ҫӗлен пекскерсене, самантрах утрав ҫине турта-турта хӑпартрӗҫ. Николай Артемьевич та, чирӗнчен сипленсе пӗтернӗскер, арӑмне тунсӑхласа ҫитрӗ; унсӑр пуҫне тата Августина Христиановна хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗ хӗрӗ патне Ревеле хӑнана кайнӑ иккен; ют ҫӗршывран Мускава пластикӑлла гимнастика туса кӑтартакан пӗр ҫемье килнӗ, вӗсем des poses plastiques туса кӑтартни ҫинчен Мускав ведомоҫӗсем ятлӑ хаҫатра ҫырнӑ Анна Васильевнӑна ҫав тери интереслентерчӗ. Ҫапла пӗр тӗссӗр, нимӗн тумасӑр, хӑвӑрт, питӗ хӑвӑрт вунӑ ҫул иртнӗ. — Ырӑ пулсамччӗ, пичке ӑшне сик те, тархасшӑн ман валли панулми илсе тух, — манӑн пыр типнӗ пек туйӑнать, — терӗ. Анчах та манӑн арӑмӑн хӑйӗн йӑли пур: вӑл качча тухнӑ хӗрарӑмсене горничнӑйра тытмасть. Лайӑх чыс турӗ хула Игната… «Кам тунӑ ку ӗҫе? Тӗтӗм ун йӗри-тавра пӗлӗт пек йӑсӑрланать, кӑвак тӗтре витӗр курӑннӑ пек, хӑй те аран ҫеҫ палӑрать вӑл. Эпӗ ҫав чугунтан тунӑ йывӑр ҫынсене мӗскӗн каччӑ тавра мӗн кӗпӗрлентернине ӑнланса илесшӗн, вӑл чирлӗ пекле упшурланни мӗншӗн вӗсене савӑнтарать-ши? Вӑл малалла калама пултараймарӗ: шӑп ҫак самантра темӗнле кӗтмен япала пулса иртрӗ. Куратӑр хӑвӑрах: лакей эпӗ. Бойко-Глухов пысӑк сӑран пӑртманетӗнче пӗр шарламасӑр темскер шырарӗ, хӑйӗн шыҫмак алли ҫине паспорт ҫине ҫыпӑҫтаракан карточка пысӑкӑш фотографи кӑларса хучӗ. Унӑн хырӑмне чиксе шӑтарнӑ иккен. Доре художник ӳкернӗ картинӑллӑ библи паратпӑр тесен те, икӗ пин ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмешкӗн ман вулакансем хушшинче миҫе ҫыннӑн вӑй-хал, тӳсӗмлӗх ҫитӗччӗ-ши? Ҫынсем ҫапла пӗр кӑмӑллӑ пулни, хаклӑ юлташсем — граждансем, пит лайӑх вӑл, факт, тӗлех лекрӗмӗр! Юлашкинчен, 1871 ҫулхи июлӗн 21-мӗшӗнче, вӑл Танганьика патнелле каялла ҫаврӑнать, вара октябрӗн 23-мӗшӗнче тин Уджиджие ҫитет. Эсир пӑлхар ҫыннисем мар, тӗрӗксем теме те пулать е Христос тӗнне сутакансем тейӗн… Чиркӳсене хупаҫҫӗ… Ирхине: «Касӑр унӑн пуҫне!» Мана, граждан вӑрҫин инвалидне, ҫӑмӑллӑх панӑ, хӗрарӑмсене хӗнесен, вӗсем мӑнтӑртарах та лӑпкӑрах пулаҫҫӗ, хам арӑмран пӗлетӗп ҫакна. Ҫӳҫӗсем Маринӑн ҫӑра, лаша ҫилхи пекех курӑнаҫҫӗ, анчах пӗчӗкҫеҫ хӑлхисем патӗнче ачалла вылянчӑклӑн тата ҫемҫен вӗлтӗртетсе, кӑтраланса тӑраҫҫӗ. Шансах тӑрӑр: ҫапла хӑтланнипе сирӗн ӗҫ тухас ҫук, эсир мана хӑвӑр хӗрӗре ирӗксӗр качча илтерес ҫук. Паганель хирӗлет, ҫав усал шӑнасене мӗнпур шуйттансен ячӗсене асӑнса ылханать; вӗсем унӑн вӑрӑм та тикӗс мар ӳтне-тирне нимӗне пӑхмасӑр тӑрӑнтарса илеҫҫӗ. Мӗншӗн ан хӑра? «Канаш Ҫуртӗнче такамсене тытса чарнӑ». Мересьев протезсен чӗнӗсене ҫеҫ кӑшт пушатрӗ те, ҫурӑмӗ ҫинче выртса пӗлӗтелле пӑхрӗ. Ун умӗнче яланах кӑмӑла хуҫакан тата художникӗн кирек мӗнле фантазине пӗтерекен мундир, корсет, фрак кӑна пулчӗ. Ӑнлансамӑр, мана ҫак сивӗ, тӗллевсӗр, ҫак каҫарма ҫукла пӑсӑклӑх-алхасу ҫинчен шутлама та намӑс, ирсӗр! «Э, э, э! мӗн эсир, йӗкӗтсем, пит шӑппӑн пыратӑр?» терӗ юлашкинчен Бульба, пуҫри шухӑшӗсене сирсе, — «мӗнле те пулин монахсем пыраҫҫӗ тейӗн. Чыслӑ ҫынсенчен пӗр ман пек чиновник анчах утать. Унӑн талккӑшӗ пин те тӑватӑ ҫӗр тӑваткал миля пулсан та, унта утмӑл пин ҫын кӑна пурӑнать. Лару-тӑрусем ҫапла пулса тӑнипе ҫав юрӑхсӑр этем вӗсен аллинех ҫакланчӗ! — Аван! — терӗ Петька, савӑнса ӳксе. Хӑяматне кӗрех кайччӑр кулса вилмелле, вар-хырӑмна тытсах кулатӑн. Йывӑҫсем лартнӑ, шыв пӑрӑхӗ тунӑ, чул ту ҫине картлашкасем чутланӑ, тӗрев стени лартнӑ… Вӗсем таса хут ҫине тӗрлӗ чертежсем тунӑ чухне линейкӑпа, кӑранташпа тата циркульпа питӗ ӑста усӑ кураҫҫӗ. Анчах хамӑн пурнӑҫра эпӗ тӗрлӗ ӗҫсем тунӑ чухне ытти пур ыйтусем пирки те шухӑшлас, выводсем тӑвас тӗлӗшпе вӗсем пек ҫаврӑнӑҫусӑр та лӳппер тата катӑк ӑслӑ ҫынсем нихҫан та курман. Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальон парнелесе панӑ кӗпе-йӗмсем тахҫанах ҫуркаланса пӗтнӗ, халӗ вӗсен ҫийӗнчи ҫӗтӗк-ҫурӑксене кӗпе-йӗм теме те ҫук. Ҫавӑ пурте ним виҫесӗр, пит тӗлӗнмелле… Ултавра вара — яланах хӑравҫӑлӑх. Ҫанталӑк лайӑх! — терӗм эпӗ ӑка юлашкинчен. — Колоннӑна эпӗ ертсе пыратӑп. Эх, мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулчӗ!.. Вӑл нӳхреп алӑкӗн хыҫне пытанчӗ. Унтан ҫавӑнтах — васкамасӑр, шӑхӑркаласа — салтак пычӗ. Вӑл Юргин пекех темелле, тӗксӗмрех сӑнлӑ, кушак куҫӗ майлӑ кӑшт чалӑшраххӑн пӑхакан хура куҫӗсем йӑлкӑшса кӑна тӑраҫҫӗ. Анчах Джим амӑшӗ кам-ха? Вӑл ку вӑхӑтра ывӑлӗ хӑҫан та пулин утса ҫӳренине астумасть те — вӑл чупса кӑна ҫӳретчӗ, чупасса та ахаль мар, сике-сике чупатчӗ, шӑпах качака путеккиччӗ ӗнтӗ… — Апла пулмасӑр! — Мӗнле пек, пурӑнаяс ҫук-и эп унсӑрӑн? — ыйтнӑ Фома, таҫта хӑй умнелле пӑхса. Юлашки вӑхӑтра вӑл тӑтӑшах, чӑннипе каласан, ҫав иртӗнчӗк, сайра тӗл пулакан нимӗне тӑман хӗрарӑм ҫинчен шухӑшла-шухӑшла илнине асӑрхакалама пуҫларӗ. Икӗ полицейски Павел амӑшӗ ҫывӑхӗпе Самойлова илсе кайрӗҫ: вӑл хӑрах аллине кӗсйине чиксе, тепринпе хӑйӗн хӗрлӗрех ҫӳҫне якаткаласа пырать. Ку кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ ҫитнине пӗлтерет. Ҫынсем ҫӑткӑнлӑха пӗтерсен, вӗсем хӑйсене ирӗксӗрлесе ӗҫлеттерессинчен хӑтӑлсан вара… Хӑй ҫинчен калаҫнине ӑнланса илсен, Лозневой вараланчӑк пуҫне сылтӑм еннелле ҫавӑрса хучӗ. Пур алӑк-хапхана, чӳречесене хупнӑ, питӗрнӗ. Элен, ачасене ҫул ҫинчен ывӑнса килнӗ пулӗ тесе, вӗсене хӑйсем валли уйӑрса хунӑ пӳлӗме илсе кайма хушрӗ. Сирӗн кунти офицерсемпе ҫывӑх пулас килменнине эпӗ ӑнланатӑп. Акӑ мӗншӗн ыратса кайрӗ: капитализмла ҫӗршывсенче ҫынсенчен ытла та хытӑ мӑшкӑллаҫҫӗ, йывӑр хӗн-асап кӑтартаҫҫӗ вӗсене. Кам илсе килчӗ-ха ӑна пирӗн еннелле? — Пилӗк кун малтанрах пирӗн полка малти линирен илсе тухрӗҫ. Николаев, кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртата-мӑкӑртата, вӑрахченех килӗшмерӗ-ха, анчах ӑна пурӗпӗр ҫавӑрчӗҫ-ҫавӑрчӗҫех. «Пултараймастӑп. Питех тав тӑватӑп». Ответлеме сӑмах тупаймасӑр, Горева каллех хӗрелсе кайрӗ. Ҫапах та сулӑ ӑҫта ҫухалнӑ-ха? Тата Джим ӑҫта? Эх, шеремет Джимӗ! Сӑмахран акӑ, ҫӗр питне хуплакан нӳрлӗ те хура каҫсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чухне, ҫав тӗттӗмлӗхе вӑл хӗрачан шиклӗрех те тытӑнчӑклӑрах сассинченех илтнӗн туйнӑ. Вӑл та — туйӑмлӑ этем, ҫавӑнпа та ҫакӑ ӑна ӑслӑх-тӑнлӑхпа, тӳрӗлӗхпе-тӗрӗслӗхпе килӗшсе тӑман ӗҫ-пуҫ патне илсе пыма пултарать. Анчах кунта пӗр япала пулса тӑчӗ, вӑл мана йӑлтах тӗлӗнтерсе ячӗ. — Качча пырсан, лартса йӗртӗп-ха сана, — хушса хучӗ Устенькӑпа Марьянӑна пӗрле ыталаса. Унӑн чӗри хӑвӑрттӑн тапма пуҫларӗ… Маттур перекен матроссенчен тӑваттӑшӗ ҫавӑнтах пӑшалсемпе пеме пуҫланӑ, вара вӗсен ҫулпуҫӗсене пӗтӗмпех вӗлернӗ. — Романтизм пӗтет, ку вӑл пӗтес умӗн юлашки хут тапкаланни, — тенӗ Мирон, замша татӑкӗпе куҫлӑх кантӑкӗсене тӗплӗн сӑтӑрса. Вӑл пӑртак сыпнӑрахскерччӗ, савӑнӑҫлӑччӗ; ман ҫине вӑл, ырӑ учитель тӑнсӑр ачана кӑмӑллӑн хӗрхенсе пӑхнӑ пек пӑхатчӗ… …Хӑш чухне эпӗ Павел Одинцова тӗл пулкалаттӑм; вӑл тата вичкӗнтерех пулса кайнӑччӗ, шукӑль тумланатчӗ, манпала вӑл хӑйне аслӑраха хурса калаҫатчӗ, пӗрмаях тата ӳпкелетчӗ. Ҫакӑн пек чухне пӗлес килни яланах хӑрушлӑха ҫӗнтерсе ҫиеле тухать. Ҫакна курса пӗлмен ҫын тӗнчере те ҫук. — Пӗтӗмпех. Уншӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫук. Парӑп. Хӗвел ӗнерхи пекех хытӑ пӗҫертет, сывлӑшра пӗр ҫил варкӑшӗ те ҫук, кичем. Хӑш-пӗр чух куратӑн — пӑрахут тӑвалла пашкаса хӑпарать, хӑй аякра-ха, леш енчи ҫыран ҫумӗнчех, ҫапах та вӑл мӗнле урапаллӑ пӑрахут иккенне уйӑрса илме пулать: хӳринче-и унӑн урапи е аяккинче; ҫакӑн хыҫҫӑн тата тепӗр сехет хушши нимӗн илтӗнмест, нимӗн курӑнмасть; чӑн-чӑн пушхирти пекех. — Ку ман шӑллӑм, паян кӑна Петербургран килсе ҫитрӗ. Ку ахӑрне килтех майлаштарса тунӑ каминччӗ пулас, ирчченех вӑл харсӑрӑн ҫӑрӑлтатса янранине шута илсен питӗ лайӑх пулмалла вӑл. Ҫӗрӗн минераллӑ хуппи ҫурӑлса каяс пекех, гранит стенасем пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса, ҫӗр ҫурӑкӗсем питӗрӗнсе, ҫӗр ҫурӑкӗсем тулса ларма пултараҫҫӗ, вара эпир, — мӗскӗн атомсем, ҫавӑнтах лапчӑнса пӗтмелле. Оленин вуниккӗ персе пилӗк фазан вӗлерчӗ те йӗплӗ хулӑсем хушшипе вӗсене шыраса ҫӳресе халтан кайрӗ, ун тӑрӑх пӑрҫа пек тар юхма пуҫларӗ. Эпӗ чи тӗпнех анса ҫитнӗччӗ ӗнтӗ… Ҫапла пилӗк ҫул иртрӗ, унтан Дюпре экспедицийӗ мана ҫиеле туртса кӑларчӗ. Сакӑр сехетре каҫпа Маунганаму сӑрчӗн тӑррине усал хыпара пӗлтерекен каҫ тӗксӗмӗ хупӑрларӗ. Пуппала тиечукӗ, паллах ӗнтӗ, юрлаҫҫӗ те вулаҫҫӗ, чиркӳ карти таврашӗнче ҫав вӑхӑтрах яш-кӗрӗмсем ҫуйӑхаҫҫӗ. Ӑнланчӗ-ши индеец ученӑйӑн чее те ӑслӑ шухӑшӗсене? Икӗ сехетрен Карап типҫӗртен виҫӗ мильӑра ҫеҫ пулчӗ. Кунта эпӗ питех те паллӑ пӗр ҫивӗч ӑслӑ докторпа паллашрӑм, вӑл ҫутҫанталӑк тӗлӗшӗпе тата государствӑна тытса тӑрас енӗпе нумай пӗлетчӗ пулмалла. Ҫак питех те нумай вӗреннӗ ҫын власть представителӗсене пур чирсенчен те сыватмалли эмелсене питӗ ӑнӑҫлӑн шутласа кӑларатчӗ. — Тӗрес! Челкаш унӑн савнӑҫлӑн ӗсӗклесе каланӑ сӑмахӗсене итлерӗ, укҫашӑн антӑхса кайнипе чалӑш-чӗлӗшленнӗ сӑн-пичӗ, йӑлкӑшни ҫине пӑхса тӑчӗ, ҫакна кура вӑл — хӑй вӑрӑ, ӗҫке ернӗскер, тата пӗтӗм тӑванлӑхран татӑлнӑскер пулсан та — нихҫан та ҫакӑн пек выҫтах, хӑй хакне ҫухатнӑ, хӑйне астуман ҫын пулмассине туйрӗ. Авалхи вӑхӑтсенчен юлнӑ ҫак этем мӗлки умӗнче эпӗ калаҫайми пулса тӗлӗнсе тӑтӑм; яланах калаҫма юратакан пичче те пӗр сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ. Унӑн юлашки сӑмахӗсене эпӗ нихҫан та манас ҫук. Джемс Уэлдон, Дик Сэнд, Геркулес, вӗсене тупас тесе, ҫӗрпе пӗлӗте ҫавӑрса хума хатӗр пулчӗҫ. Ку попугая Гоаран инҫех те мар Вест-Индин вице-королӗ ҫине тапӑннӑ чухне пулнӑ. Хӑйне пӑхсан, пӗчӗк чӗпӗ пек курӑнать. — Икӗ сӑмах! Амӑшӗ, унӑн шӑппӑн каланӑ сӑмахӗ хӑйне пӗҫертсе янӑ пек кӑртах сиксе, аллине чӗри патне тытрӗ те ывӑлӗн ачашлӑхне чӗртсе илсе тухса кайрӗ. Сывлӑшне уҫӑлтарман пӑчӑ кладовӑйра выҫӑ ларнӑ кунсем ӑна пачах халран янӑ. Йӗнер ҫинчи Гусевӑн ҫунатлӑ мӗлки тӳрем ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ, вӑл ҫӳлтен кӑшкӑрать: — Йӑрӑрах, йӑрӑрах ҫаврӑнӑр, хускалӑр, вилӗ шуйттансем! Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Силвио Александр Ипсиланти пӑлханнӑ вӑхӑтра етерис отрядне ертсе пынӑ пулать те, ӑна Скулоан патӗнчи ҫапӑҫура вӗлернӗ пулать. Кам вӑл? Генри-и? Анчах, сӑмах май каласан, вӗсен тӗрлӗ курӑксенчен тунӑ ҫав тери чаплӑ эмелсем пур, ҫав эмелсемпе вӗсем ӑнсӑртран аманнӑ сурансене сиплесе тӳрлетеҫҫӗ. — Киле ҫитсенех, чи малтан барынӳ патне каятӑн ӗнтӗ? — Кӗтмен ҫӗртен, ӗҫлӗ сӑмахне пӳлсе, ыйтнӑ Маякин. Пилӗк ҫын, казаксем, юланутпа пыраҫҫӗ тата тем ҫинчен шавлӑн калаҫаҫҫӗ. Патшан темиҫе ҫывӑх ҫынни йӗркене ҫапла чӑрсӑррӑн пӑснине чарасшӑн пулчӗҫ, анчах вӑйлӑ мганнга хӑйӗн патне ҫывхарма хӑйнӑ пӗрремӗш ҫынна ӗнсерен тытса йӑтрӗ те пӗр вунпилӗк утӑма ывӑтса ячӗ. — Ку мӗне пӗлтерет? Том пӗтӗм хула мухтанмалӑхах примерлӑ ача пулман. Эпӗ чӑтма пултаратӑп-ха. Ҫапла вара «Дунканӑн» ноябрӗн 20-мӗшӗнче, ыран мар тепӗр кун тухса каймалла пулать. Уэлдон миссиса ҫак тӗрмеҫӗ хунӑ «сутас хаклӑхӗ» ҫитес темиҫе кунра начар тытасран, тӗрлӗрен ҫӗнӗ хӑрушлӑхсенчен хӑтарса пырать пулӗ-ха. Маркиз ун хыҫҫӑн кайрӗ. Виктор тӑп чарӑнчӗ. Ӗҫнӗҫемӗн Воропаевӑн тата ытларах калаҫас килет, вӑл тата интереслӗрех та хавхалануллӑрах калаҫать. Йывӑҫ кашӑка ача пек ҫуласа илсе, вӑл пуҫне ҫӗклерӗ. Маякин, хӑйӗн телей-ӑраскалне хӑйӗн аллинче тытакан Маякин!.. Вӗҫӗ-хӗррисӗр уй тӑрӑх сӗвек сӑртсем ҫине пӗр улӑхса, пӗр анса пыратӑп. Пырсан-пырсан, сисмен хутран, тин ҫӗр айӗнчен шӑтса тухнӑ пек туйӑнакан йывӑҫ тӗмисем ҫине пыра-пыра тӑрӑнатӑп. Алексейӗн пӗтӗм ас-тӑнӗ, шӑмми-шакки ку шухӑша хирӗҫ тӑчӗ: ҫук, вӑл ун пек ҫын мар, вӑл пӑрахас ҫук, пӑрӑнса каяс ҫук! Файло хӑйӗн ирсӗр халапне ҫаплах пӗтермест. Ҫак сӑртсем мана хӑйсен уйрӑмла формӑллӑ кӗлеткипе тӗлӗнтерчӗҫ. Подзорная Труба ыттисенчен виҫҫӗр е тӑватҫӗр фут пысӑкрах курӑнать, вӑл та темӗнле хӑйне уйрӑмла: айккисем чӑнкӑ тата касса татнӑ евӗрлӗ лапчӑк, тӳпи статуя валли тунӑ пьедестал евӗрне килет. Вӑл мӗнле кайӑк иккенне питӗ пӗлес килетчӗ те, анчах сӑн-питне хӑрӑмпа хуратса лартнӑ, тамӑкра ҫылӑхлӑ ҫынсем валли пӑта тӑвакан шуйттан-тимӗрҫӗ пек хура». — Тӗрӗс, — терӗ Макҫӑм, — ку ҫав тери ӗненмелле, ӑна эпир те, кураканнисем, санран лайӑхрах ӑнланса илме пултараяс ҫук. Ҫатмине хупӑлчипе витсе, кӑварпа хупласа хутӑмӑр. Машинине тӳррӗн вӗҫмелле тытса, Алексей пӗлӗт ҫине йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Ку вырӑнсенче пурӑнма май пӗтсе ҫитнӗ. Виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ ҫапӑҫу пӗрре лӑпланса, тепре ҫӗнӗрен хускалса каять. Кама кӑна курмарӗ пуль. Дик Сэндпа негрсем ун хыҫҫӑн утрӗҫ. Кӑнтӑр енчен вӗрсе тӑракан ҫил, ҫурҫӗр полушаринчи ҫурҫӗр ҫилӗ пекех, сулхӑн ҫаптарать. — Пурне те асӑрханса тӑвас пулать. — Эпӗ хамӑн вӑй-хал виҫине пӗлетӗп, хама: чарӑн! — тесе калассине те пӗлетӗп. — Мӗнле-ха ӗнтӗ, пӗрре пуҫланӑ ӗҫе пӑрахас-и? Мӗнле япала вӑл? Ӗненӗр вӗсене! — Утах, утах, айванӑм, мӗн эс куҫна чарса пӑрахрӑн! — шӳт туса тӗрткелет ӑна старик. — Петици памалла. Сывӑ-и вӑл? — терӗ. Ытларах ҫу хатӗрлес тӗлӗшпе яхта экипажӗн тепӗр кунхине те иртен пуҫласа каҫчен сунарта ҫӳремелле пулчӗ. Вӑкӑрӗсем вара вӗсен — калама та ҫук лайӑх, чӑн пӗчӗкки те пирӗннинчен тӑватӑ хут пысӑкрах. «Шӳт тума ӑста-ҫке эс! — кӑшкӑрса илчӗ шуйттан, кулкаласа. Матрос вӑй-хӑват кӗрсе пынине сисет. Ӳсӗркелесе, вӑл васкамасӑр хула еннелле утрӗ. Пӑван ним чӗнмесӗр сигара туртса, вӗтӗ ҫумӑр ҫунине чӳрече витӗр пӑхса ларчӗ. — Кала ӗнтӗ тӗрӗссипе, мӗнле, бастионсенче хӑрушӑ-и? — сасартӑк ыйтрӗ шӑлнӗ. Сентябрь пуҫламӑшӗнче «Первомайскинче» нумай пулмасть ҫеҫ курсран вӗренсе тухнӑ тата ҫуркуннеренпех хӑйӗн колхозӗнче пулса курман ҫӗнӗ пропагандиста Юрий Поднебескӑна кӗтрӗҫ. Давыдовӑн участокри фельдшера илме Войсковоя ал айне пулнӑ пирвайхи лавах яма тивнӗ. Вӑл ҫав асаппа та хӑйӗн пӗтӗм ҫылӑхне каҫарттарчӗ, — терӗ пӗр пӑлхавҫи. — Ҫирӗм тӑххӑр. Куҫӗсем нӳрӗкпе карӑнчӗҫ, тӗксӗмленчӗҫ, пӗркеленчӗкӗсем сайраланчӗҫ. — Ну, тӗнчере ҫакӑн чухлӗ пурӑнса та кунашкал япала курман! Мана пулӑшакан ҫын мар эсӗ! Хӑрушӑ кометӑсем ҫинчен, сывлӑш карапӗсем пирки, тусем леш енче ҫав тери чипер-чаплӑ ҫӗр-шыв пӗтни пирки каласа кӑтартатӑп. Ун ҫинчен калаҫас килместчӗ-ха манӑн унпа. — Монсеньор, анчах… Старик хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ: — Вӑхӑта сая ярар мар. Пуринчен малтан ӗҫ ҫинчен манас пулмасть. Дача поселокӗсем евӗр ялсем вӗлтлетсе иртсе юлаҫҫӗ. Пирӗн боецсем ҫул ҫывӑхӗнче ташлаҫҫӗ. Поезда запас ҫул ҫинӗ куҫарчӗҫ. Кусемсӗр пуҫне «Тӑвансем» ятлӑ бригӑн тӑватӑ ҫыннине, дикарьсен хырӑмне Молине портӗнче кӗнӗскерсене, Гейтс генерал отрядӗнчи нумай салтаксене, «Матильдӑн» виҫӗ таркӑнне асӑнса илмелле, вара Марион Дюфрен капитанӑн хуйхӑллӑ историйӗ патне ҫитетӗн. — Часрах, Фелим! — тесе кӑшкӑрнӑ Зеб. Унтан, тӗлӗкри евӗр, ҫакна лайӑххӑн ӑнланмасӑрах, черетпеле темӗн те улшӑнса тӑнине курчӗ вӑл Шульгович куҫӗсенче: тӗлӗнӳ, сехӗрленӳ, пӑшӑрхану, хӗрхенӳ… Унтан вӑл ҫапла хушса хунӑ: «Ҫавӑнпа, — ку сӑмахсем хыҫҫӑн вара Джемма тӑрӑхласа хӑй сассипе хусканӑвне Клюбер пек туса кӑтартрӗ, — ку ман чыса варалать; хута кӗни кирлех тата вӑл усӑллӑ пулнӑ пулсассӑн, эпӗ хам хӗрӗн хутне кӗме пултараймӑттӑм-ши вара! Эпир чей ӗҫме лартӑмӑр, Аксинья пире чей ярса парса тӑчӗ, вӑл халь нихҫанхинчен те ачашрах пулчӗ, Ромаҫ ҫине ҫемҫе кӑмӑлпа пӑха-пӑха калаҫрӗ: — Вӗсем ҫинчен жалоба памастӑр эсир, ҫавӑнпа та ашкӑнаҫҫӗ вӗсем. Пушар ҫути ҫапман-и тесе, хуҫа мана мачча ҫине улӑхса пӑхма ячӗ, эпӗ чупрӑм, маччари чӳрече витӗр крыша ҫине тухса пӑхрӑм, — пушар ҫути курӑнмастчӗ, лӑпкӑ сивӗ сывлӑшра чан сасси васкамасӑр мӗкӗрсе тӑратчӗ; хула ыйхӑласа ҫӗр ҫумнелле тӗршӗннӗ; юра кӑчӑртаттарса тӗттӗмре курӑнман ҫынсем чупатчӗҫ, ҫуна тупанӗн сассийӗсем илтӗнетчӗҫ, чан сасси те хӑрушӑраххӑн янӑрататчӗ. Джемма ҫӳҫ пайӑркине ҫамки ҫинчен сирсе ячӗ. Вӑл чӗннине итлес мар тесен, ҫулҫӳревҫӗсен Таука умӗнче ытла нумай парӑм пулнӑ пулӗччӗ. Вӗсем кунӗпех парӑсла пӗчӗкҫӗ кимӗпе ярӑнчӗҫ. Эсӗ чи вӑйли. Мӗнле уйрӑмлӑх-ха чӑнах та? — Ҫакланмастӑн ҫав эс… атту эп сана ачашлӑттӑм! — кахаллӑн каласа хунӑ старик, шӑлӗсене йӗрсе. Ангелсене те пӗлӗт ҫинче хӑйсене кирлӗ ӗҫ тупса панӑ иккен, унта вӗсем планетӑсене шутараҫҫӗ имӗш. Ку вӑл ӗҫе улӑштармасть. Унӑн шучӗ ҫинче ҫӗвӗ йӗрри пур тата вӑл ҫынпа кӑмӑллӑн калаҫать, уйрӑмӑнах ӗҫсе ӳсӗрӗлсен питӗ кӑмӑллӑ. Татах калатӑп сире: эпир ытларах тӳлеме те хатӗр. — Врачсем вӗсем, хаклӑ ҫыннӑм, кирек те кам пекех йӑнӑшма пултараҫҫӗ. Ку патша Муани-Лунгӑран ҫамрӑкрах та хӗрӳллӗрех, вӑл Казонде патшин темиҫе ялне туртса илнӗ те ӗнтӗ. Яков Тарасович куҫӗсене хӗснӗ, тутисемпе кавлекеленӗ, унтан, хреснай ывӑлӗнчен туртӗн ҫаврӑнса ларса, пӗрер самант нимӗн те чӗнмен. — Цимбал сорчӗ! — пӗлтерчӗ Виктор. Пӑтранчӑк вилӗм, хисепсӗр вилӗм. Изяславль патӗнче ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Вӑл ҫӗнӗ хыпарсене питӗ юратнӑ, вӗсем пулмасан вара — хӑй пуҫӗпех тӗрлӗрен историсем шухӑшласа кӑларнӑ, вӗсене яланах пӗр йӗр ҫине ӳкернӗ. Ватӑ вӑл, анчах ялан асӑрхануллӑ. Хӗрлӗармеецсем — ҫамрӑкскерсем, кулаҫҫӗ, хуралтан таврӑнсан, волейболла выляҫҫӗ. Ҫак самантра пӑлхавҫӑсем пирӗн ҫинелле чупса пычӗҫ те крепӑҫе кӗрсе кайрӗҫ. Манӑн ҫулсенче… Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл… вӑл хӗр… эсӗ ун ҫинчен илтнӗ те пулмалла. — Феничка-и? — чӑрсӑррӑн ыйтрӗ Аркадий. Санин кӑшт пуҫ тайса илчӗ те васкаса хӑйӗн тусӗсем патне таврӑнчӗ. Вӑтӑр икӗ ҫын — Гремячири активпа чухӑнсем — пӗр сывлӑшпа сывлаҫҫӗ. — Неушлӗ килмест вӑл? сасартӑк ун ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса кайрӗ, самантранах унӑн ҫан-ҫурӑмӗ тепӗр хут сӑрлатса илчӗ, анчах урӑх сӑлтавпа: Санин хӑй хыҫӗнче ҫӑмӑллӑн утса пынине, хӗрарӑм тумтирӗ ҫӑмӑллӑн чӑштӑртатнине илтрӗ… Мӗн тесен те вӑл килне каять. Ҫӳрет вара хутор тӑрӑх йӑрккаса, каскӑн аҫа йытӑ, текех ҫӳрет, — тетчӗ — Унтан хӗрне хӑтӑрса тӑкатчӗ: — Ну, эсӗ мӗн куҫна-пуҫна чарса пӑрахрӑн-ха тата? — Куратӑн-и, куратӑн-и, ӑҫта тӗллет, куратӑн-и, мӗнле вӑл? у! у! а! Ун чухне утӑ ҫулнӑ вӑхӑтчӗ, гепеушниксем кӑнтӑрла хӑйсен лашисем валли утӑ турттаратчӗҫ. Ҫапла хӑтланкаласа пӑхнӑ хыҫҫӑн доктор пуҫне сулкаласа: — Ҫук, ним те тухмасть. Питерӗ кунта кимӗнле йӑнӑш та ҫук тесе шантарсах каларӗ. — Ҫавӑн пекех ыйтатӑн пулсан, паратӑп, эпӗ ӗмӗтсӗрскер мар, анчах асту: килӗшмесен хӑвна ху ӳпкеле. Хӑй ҫурӑлса кайнӑ комбинезонпа, кӑкӑрӗ умӗнче, пӗчӗк ҫӗлен пек тӳмелемеллийӗ йӑлкӑшать. Аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса, вӑл, юман патӗнче чарӑнса тӑчӗ те, пӗр васкамасӑр, лӑпкӑн ҫеҫ, сӗмсӗрленсе теме те пулать ӗнтӗ, йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. Сапаланчӑк та сарӑ ҫӳҫ пайӑркисем унӑн ҫӳлелле ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Киле таврӑнсан, мӗн тери юхӑнса юлнӑ пек, хуҫасӑр пек туйӑнчӗ мана хамӑр килкарти! — Мӗн вара? Сӑнне пӑхсан, пӗрремӗш степеньлӗ жулик, анчах, ахӑрнех, пысӑк роллӗ ҫын пулать пулас, мӗншӗн тесен, виҫелӗх туйӑмне вӑл лайӑх чухлать. — Ак ӗнтӗ ҫапла лектерчӗҫ те мана. Ниушлӗ сӑмах ҫитмест вара сана? Темле, пасарти хӗрарӑм пек, «мулкач» кӑтартатӑн. Ӗненме те хӗн… Усалсем! Пулса иртнисем пурте ун чӗрине кӳрентереҫҫӗ, — пурнӑҫ ӑна ҫӑмӑллӑнах парӑнмасть ҫав. Ҫав самантрах пӳрт тӑррине ҫулӑмӑн юн пек хӗрлӗ сӑннисем шӑтарса кӗчӗҫ. «Эс мана вӗлерместӗн» Пурнӑҫ вӗҫсе пынӑ ҫӗртен чарӑннӑ пекех пулса тӑчӗ, хам пынин инерцине вӑхӑтра шута илеймерӗм пек те ҫамкампа тӳрех стенана пырса ҫапӑннӑ пек туйрӑм хама, — ҫакӑн пек кӑмӑлпа пӑхрӑм эпӗ ҫак хӑйне кура ӑслӑ старик ҫине, хамӑн Катьӑна шырас ӗҫе Ромашов та тунине пӗлсен. Мана вӑл мӑйӑх айӗн кулнӑ пек курӑнчӗ. Ҫынсен сехри хӑпа-хӑпа тухнӑ: вӗсене ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр океанра пурте вилсе пӗтессӗн туйӑннӑ. — Акӑ, илӗр, — терӗ те вӑл, ҫавӑнтах тӑснӑ аллине каялла туртса илчӗ, тутисене ҫыртрӗ те беседка алӑкӗ енне пӑхрӗ, унтан итлеме пуҫларӗ. Вӑл, хӑй пултарнӑ таран, пурне те ырӑ тӑвать; хӑй пӗчӗккӗн халь те шавлать-ха, ахальтен мар вӑл тахҫан ӗлӗк арӑслан пулнӑ; анчах пурӑнма ӑна йывӑр… вӑл хӑй шухӑшланинчен те йывӑртарах… Сиктӗрмеллӗ ҫӳллӗ ҫатан кӳмене аялти тути тӑсмак та кӳреннӗ сӑн-питлӗ, шӑккалат тӗслӗ, вӑрӑм, ырхан кастарнӑ ӑйӑр васкаман юртӑпа тикӗссӗн туртнӑ, урапипе вӑл пурӗ те пӗртен-пӗр туртапа кӑна ҫыхӑннӑ, теприне хулӑн вӗрен улӑштарнӑ (уесри усал чӗлхесем шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал мӗскӗнле «кӳлӗве» ӳретник юри тӗрлӗрен кирлӗт-кирлӗмар сӑмах-юмах ҫаптарасран шутласа кӑларнӑ-мӗн). Станцӑри санитарсем пирӗн чӳречесем умӗнче калаҫкаласа илетчӗҫ: «Йывӑр суранланнисене илӗр», тени илтӗнчӗ. Вӗсене пурне те хӑй вырӑнне тирпейлӗн хурса тухнӑ, ҫак йӗркелӗхе курнипех Карл Иваныч тӳрӗ кӑмӑллӑ, канлӗ чунлӑ ҫын пулнӑ тесе калама пулать. Сарлака пит-куҫлӑ каччӑ мана вӗсем патне илсе пычӗ те секретаре кӑтартрӗ. Ылтӑн сӑмахсем ҫав! Анчах эпӗ халӗ сирӗнпе вылямастӑп, эпӗ сире юрататӑп, мӗншӗн, мӗнле юратнине эсир тавҫӑраймастӑр та… Пурте саланса пӗтсен, хӑна пӳлӗмӗнчен ҫутӑсем ҫӳлти пӳлӗмсене куҫсан, вара вӗсенче хӗрарӑмсен сассисем тата чӳречесене уҫнӑ е хупнӑ чух шатлаттарнисем илтӗнме пуҫласан, эпӗ галерейӑна каятӑп та, ыйха путакан ҫуртӑн мӗнпур сас-хурине тимлӗн итлесе, уткаласа ҫӳретӗп. Печорин кӑлӑхах унӑн сивӗннӗ тутине чуп тӑвать — Бэла тӑна кӗреймерӗ. Унӑн тепӗр икӗ ури ҫук. — Ӑна сапёрсен уйрӑм батальонӗ йышӑнса юлчӗ, господин капитан, — пӗлтерчӗ Митман, ҫӑкӑрне ҫисе янӑ хыҫҫӑн кӑштах хавхаланнӑ пек пулса. Ҫак ҫынна Франци революцийӗпе юнашар тӑратӑр та хӑвӑртан хӑвӑр: ҫак суккӑр ҫын революцин ялкӑшса тӑракан ҫутине ӑнланма пултарать-и, тесе ыйтӑр. Кунӗ тӗксӗм те лӑпкӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл мана хуллен ҫеҫ ҫӗр ҫине ячӗ те тӑват ура тӑррин тӑратрӗ. Эпӗ пӗр самантрах ура ҫине йӑрст тӑтӑм та, ҫак ҫынсене хам пӗртте тарма шутламаннине кӑтартас тесе, калла-малла уткаласа ҫӳреме тытӑнтӑм. Ачалӑх та, вылянӑ вӑйӑсем те, пурте, пурте сывӑ пулӑр! Анчах эпӗ кӑлтӑксемпе тата тӗрлӗ чир-чӗрсемпе ҫуралнӑ выльӑх мӑнкӑмӑлланса мухтаннине курсан, тӳссе тӑма та пултараймастӑп. Юлашкинчен вӗсем киле таврӑнчӗҫ, тумтирсене улӑштарса тӑхӑнсан, ирхине пуҫланӑ йӗркене пӑсас мар тесе, ҫак каҫах Стаховсем патне кайма шутласа хучӗҫ. Вӑл шикленерех утрӗ, ҫывӑхра кам та пулин ҫук-ши, тесе тӗрӗслесе пӑхмашкӑн темиҫе хутчен чарӑна-чарӑна тӑчӗ. — Ӑҫтан пӗлес? Ҫырӑвӗнчен Лена ӑна ответлес пирки вӑл нимӗн чухлӗ те иккӗленменни палӑрать, ответне хӑвӑртрах ярса пама ыйтать, мӗншӗн тесен унӑн почта номерӗ улшӑнма пултарать имӗш. Пустав гимнастёрка тӑхӑннӑ ватӑрах красноармеец, касса якатнӑ уссиллӗскер, винтовка кӗпҫине вут ҫутинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ те хулӑм сасӑпа:— Ав епле каччӑ вӑл — наукӑна ернӗ те вутта та туймасть, — тесе хучӗ. — Маншӑн ан чӑрманӑр. Хӗрлӗ хитон пулнӑ патша ҫинче, пуҫӗнче — утмӑл берилтан тӑракан, ылтӑнласа ҫавӑрттарнӑ ансӑр ахаль кӑшӑл. Ҫӑлтӑрсем — ҫунса тӑракан япаласем, вӗсем хӑйсен ҫутипе ҫутатаҫҫӗ. «Нимӗҫсем! — ҫавӑнтах тавҫӑрса илчӗ вӑл, куҫсене уҫма е сиксе тӑрса сыхланма хатӗрленессине те пусарса. Авантюрьерка терӗ ун пирки пӗррехинче аннеҫӗм. Хӗр вуникӗ ҫул тултарсан — унтисен йӑлипе ӑна качча кайма вӑхӑт ҫитсен, ашшӗ-амӑшсем е опекунӗсем ӑна киле илсе каяҫҫӗ; ҫамрӑк хӗр тусӗсенчен уйрӑлнӑ чух куҫҫуль тӑкмасӑр сайра иртет. Пӗр-пӗринчен уйӑрманни ҫеҫ пире кӑшт лӑплантарма пултарать! Лаша чӗрнисем шаклаттарни халӗ илтӗнсех тӑрать. — Ҫук. Хӑйсем Вазуза хӗрринче тӗл пулнӑранпа пӗр уйӑх хушшинче Озеров улшӑнни-улшӑнманнине курас тенӗ пек, генерал пӗр хушӑ аллисене старикле сӑтӑркаласа Озеров ҫинелле пӑхкаларӗ. — Тӑхта, — терӗ вӑл, туйипе ывӑлӗн ури ҫывӑхӗнчех хӑйӑр ӑшне чышса. Анчах та юрласса вара лайӑх юрлать. Паха юрлать — ятламалла мар. Андрей Петровича эпӗ пиччене шаннӑ пекех шанатӑп. Танлаштартӑр та ҫак эсир… — Эпӗ темшӗн выҫса ҫитрӗм. Анчах вӑл ҫынсем мӗн тунине эпӗ уйӑрса илме пултараймарӑм. Паян эсӗ мана, ыран эпӗ сана… Вара эпӗ ӑна йӑлтах каласа патӑм, хамӑн мӗнпур чаплӑ туйӑмсене уҫса кӑтартрӑм. Вӑрманта ҫӳлелле пӑхса выртасси вӑл питӗ кӑмӑла килентерекен тӗлӗнмелле япала! Вӑл самантлӑха кӑна, сывлӑш ҫавӑрма тесе, хӑех чарӑнса тӑрать. Акӑ вара пуҫланса кайнӑ сывлӑхсемшӗн ӗҫесси: кашнин сывлӑхӗшӗн уйрӑммӑн ӗҫнӗ, Мускав сывлӑхӗшӗн те ӗҫнӗ, тата Германин пӗр вунӑ-вун пилӗк хулисен сывлӑхӗсемшӗн те, кашни цех сывлӑхӗшӗн, кашни уйрӑм маҫтӑрсем тата подмастерисен ячӗпе уйрӑм та, ушкӑн ячӗпе те вӗсен сывлӑхӗсемшӗн ӗҫнӗ. Анчах джентльмен хӑй умӗнчи канав урлӑ качака пек вӑшт кӑна сиксе каҫрӗ те Ольгӑна аллинчен ярса илчӗ, вӗсем вара иккӗшӗ те пӗр самантрах кӗтесрен пӑрӑнчӗҫ. Шӑпам мӗнле пулӗ! — «Вутпа шыв витӗр тухнӑ вӑл», — тенӗ ун ҫинчен; губернири паллӑ шӳт тӑвакан ҫын яланах: «вӑл пӑхӑр труба витӗр те тухнӑ» — тесе хушса хунӑ. Епле вӑл мана хӗртсе илчӗ! — Мӗнле-ха апла вӑл? — Ҫакӑн пек чухне сана пӗр-пӗччене хӑвармастӑп… Юлашки хут валеҫнӗ чухне, ҫирӗм улттӑмӗш ҫулта, Тубянсксене татах хӗсрӗҫ, анчах чикӗ ӑҫта пулнине эпӗ пӗлместӗп, мӗншӗн тесен ман ҫӗр тепӗр енче пулнӑ. — Чарӑн! — кӑшкӑрса ячӗ мистер Смоллетт. — Пӗлетӗп! Симурден та Говэн чаплӑ полководец пулнине курасшӑн ӗмӗтленет. Каяканшӑн лагерь ҫывӑхӗнче анчах хӑрушӑ, мӗншӗн тесен Айртон шайки кашни сукмак ҫинчех хурал тӑратнӑ пулмалла. Манӑн аттепе аннене илсе пӑх-ха эсӗ, — вӗсем иртен пуҫласа каҫ пуличченех ҫапӑҫатчӗҫ вӗт. Эпӗ вӗсем тухса каясса кӗтсе илтӗм те Катьӑпа сывпуллашрӑм. Ӑна хальхинче икӗ сехет каялла тӗл пулнӑ ҫын пек мар ӑсатса ячӗ. Кунта шыв ҫулӗ кӗтмен ҫӗртен ҫӗр фут аяларах анса ларнӑ, шыв вара ҫӳлтен аялалла ыткӑнса хитре шывсикки туса хунӑ. Ҫакӑнта эпӗ хам кӑмӑла йӑпатма та, хам ҫивӗччине тата ӑста хӑтланнине пӑхса савӑнма юратакан король майрипе ун фрейлинисене йӑпатас тесе те, кимӗпе кӗсменпе ишсе ҫӳреттӗм. Нимӗнле вӑрттӑнлӑх та пулма пултараймасть кунта. Правительство апат-ҫимӗҫ ыйтӑвне, хӑй вӑхӑтӗнче промышленность енӗпе вӑл мӗнле ӗҫленӗ, ҫавӑн пекех татса парасси ҫинчен, йывӑрлӑхсем вӑхӑтлӑха кӑна тата вӗсен хуҫалӑха пур енӗпе те мӗнле майпа юсаса яма пултарассине шухӑшласа пӑхма хушни ҫинчен Сталин каланӑ сӑмахсене каласа пама пуҫларӗ Воропаев. Машинӗ чӑнах та питӗ лайӑхскер пулнӑ. Пирӗн пӗтӗм шанӑҫ пӗтсе ларчӗ, эпир ҫапах та пуҫӑмӑрсене усмарӑмӑр. Ҫав усалсем вӑранӗҫ те, сан ҫинчен: эсӗ ман варли, тесе шутлӗҫ… Корчагина промышленноҫлӑ районсенчен пӗрне окружком секретарӗ туса ячӗҫ. Тата тепӗр эрнерен организацин хула активӗ унӑн малтанхи сӑмахне те итлерӗ. Атте тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн, ҫӗнӗ судья ӑна ҫын тӑватӑпах тенӗ. — Тархасшӑн, господин Паганель, каласа парӑр! Унӑн капӑрлатса пӗтернӗ пуҫӗ хаклӑ йышши чулсем, бриллиантсем пуснипе усӑннӑ пекех туйӑннӑ; хушӑран вӑл, асӑрхасах тыткаламан алӑ йӗппе-мӗнпе перӗнкеленӗ хыҫҫӑн, ҫӳҫенсе чӗтренкелесе илет, анчах шарламасть. Вӑрманта шавлӑн кӗрлесе тӑракан пӑр часах тӑкӑнса пӗтрӗ, анчах ун вырӑнне чӗреслетсе ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, вӑл йывӑҫ ҫулҫисене миллионшар йывӑр тумламсемпе пере-пере лӑскарӗ, тӗттӗмлӗхре хаяррӑн уласа тӑчӗ. — Ну, мӗншӗн апла? Разметнова ҫак вӑхӑтра пӗччен йывӑррине, вӑл ҫак ӗҫе пултарайманнине пӗлетӗн вӗт эсӗ? Пӗлетӗн-и? — Мӗнле, ҫаплах хӑйӗн цыганкипе явӑҫса пурӑнать-и-ха? Вӑл пӗтӗм площаде йышӑнать тейӗн. Анчах вӗсем — пӗри пуп ывӑлӗ, тепри улпут хӗрӗ, — халӑха ҫӗклени мӗн тума кирлӗ вӗсене — эпӗ пӗлместӗп. Пӑлхавҫӑсем таҫта кайса пӗтнӗ. Майданников ыйтнипе вӑл унта колхоз валли локомобиль туянма кайнӑччӗ. Турӑҫӑм, мӗн пулчӗ капла сана? — тетӗп. Мӗлтлетекен шӑрпӑк ҫутинче пашлик айӗнчен вӑтам ҫулхи казакӑн сухаллӑ, пӑхма кӑмӑллӑ сӑнӗ курӑнса кайрӗ, Яков Лукич вӑл куҫне хӗссе, тӑрӑхланӑ пек, шӑл шуррине кӑтартса кулнине асӑрхарӗ. «Ну, мӗн кирлӗ-ха сӑна?» — тесе ыйтать вӑл, йытӑ вӗрнӗ пек, хулӑн сассипе. — Вӑт мӗнле! — йӗкӗлтерех тавӑрчӗ Негоро. Назанский калаҫма чарӑнчӗ те тӑнлавӗсене ывҫисемпе нервӑллӑн сӑтӑрма пикенчӗ. — Мӗн тума вӑл ман ҫумма ҫулӑхать? — тет Джонни амӑшӗ ӳпкелешсе каланине хирӗҫ. Мӗне кирлӗ пулнӑ-ха авалхи ҫынсемшӗн ҫӑлтӑрсем куҫса ҫӳрес саккунсене тата тӳпери ытти ҫутӑсене тӗпчесе пӗлни? Часах вӗсем малтанхипе пӗрлешрӗҫ, пушар вӑйлӑран та вӑйлӑрах ҫӗкленчӗ, типӗ лианӑсен яраписене, виноград ҫулҫисене ҫулӑм хыпса илчӗ те шыв пек юхса кайрӗ. Вӑл качча тухрӗ те ҫав юратуран хӑйне кирлӗ хӑшпӗр япаласене илме пултарчӗ, анчах мӗн кӗтнине пӗтӗмпех илеймерӗ. — Эсир кунта колхозсене атакӑна ертсе кайни ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ мана. Типӗ тутине ҫуласа марсиан илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатрӗ: — Васка, эпир пӗтетпӗр. — Ухмах вӑл, нимӗҫ, — терӗ Яша. Ҫакӑн пек лӑплантарнӑ шывӑн ҫийӗпе карап иртсе кайсан, тинӗс ӑна часрах сирсе ярса тата та хӑрушӑрах ашкӑнма пуҫлать. Эпӗ ҫавна тума тупа тунӑ, кирлӗ пулсан, хамӑн мӗнпур пурӑнӑҫӑма ҫавӑншӑн паратӑп. Вӑл килне, хӑйӗн станцине, кайма шухӑш тытнӑ, анчах киле кайиччен хут пӗрре те пулин хӑйӗн мӗскӗн Дунине курасшӑн пулнӑ. Акӑ пӗр вунӑ ҫын анмалли ҫӗрте чышӑнкаласа та сӑхсӑхса пароходран пристанелле тухса каяҫҫӗ, пристаньтен тӳрех вӗсем еннеллех тата ҫавнашкал ҫынсемех чышӑнса кӗреҫҫӗ, кутамккисемпе арчисем йывӑррипе сурӑмӗсене ҫавнашкалах пӗкӗртсе лартнӑ, ҫавнашкалах тумланнӑ… Ыйтатӑп, — ҫаплах иккен, вӑл кунта. Уйӑх пӗчӗкрех курӑнать пулсан, Хӗвел ҫаврашка пек тӗттӗмленет. Хӗвел ҫакӑн пек тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра Уйӑх унӑн варрине хупласа лартать, хӗррипе ҫутӑ ҫӗрӗ пек йӑлтӑртатакан кӑшӑл юлать. Йӗри-тавра, уҫланкӑра салтаксем лараҫҫӗ. Пурӗ вӗсем ҫирӗме яхӑн, кашни виҫӗ лавне пӗр лавҫӑ пӑхса пырать. Зурин часах распоряженисем пачӗ. — Йӑнӑшмастӑп пулсан, ку ят австралилле «йывӑҫ хуппи» тени пулать. — Паллах, ара, мӗншӗн татмалла ӑна? — Ах, ҫук, ҫук… Тархасшӑн, калаҫмастпӑр кун пирки, — аллисене кӳренӗҫлӗн сулкаларӗ вӑл. — Ну, мӗн тума-ха ку калаҫу?.. Флигелӗн пӗр чӳречинче темле шурӑ мӗлке курӑнчӗ… Эпӗ ӑна хамӑн чемодана та пулин хӗрхенсе ларкӑч ҫинчен анма сӗнтӗм, мӗншӗн тесен (манӑн ҫав чемоданшӑн тӗпсӗр сакӑлтана анас кӑмӑлӑм ҫукчӗ. Инҫетре, картин ҫинчи пекех, анчах та уҫҫӑнах палӑрмаҫҫӗ вӗсем, икӗ чӑнкӑ юр кӗрчӗсем курӑнаҫҫӗ, — паллах ӗнтӗ, вӗсем — ненецсен чумисем. Ҫак чиновник манпа бальнибарби чӗлхипе калаҫрӗ. Пӗр-пӗринпе суту-илӳ вӑйлӑ тунипе хулара пурӑнакан ҫынсем, уйрӑммӑнах моряксемпе таможньӑра ӗҫлекенсем ҫак чӗлхене аванах пӗлеҫҫӗ. «Юнкерса» пӗтерсен, унтан хура тӗтӗм мӑкӑрланса хӑпарнӑ вӑрман ҫийӗнче Алексей икӗ хутчен ҫӗнтерӳллӗн ҫаврӑнса илчӗ те, каялла, нимӗҫ аэродромӗ еннелле, ҫул тытрӗ. — Эпӗ саншӑн ҫирӗм пиллӗкмӗш ҫул кукамай ӗнтӗ. Ҫак ҫирӗп туйӑма самолёт та сисме пуҫланӑ пек пулнӑ. — Кунта виҫӗ «пысӑк йывӑҫсем», — терӗ вӑл, — пурте вӗсем Скелет утравӗнчен каякан тӳрӗ лини ҫине вырнаҫнӑ. Озеров повозка ҫинчен анчӗ. — Художник вӗт ара! — терӗ вӑл. — Тӑхта, эпӗ сана халех чӗркесе парам. — Рифсем ҫине ҫапӑнаҫҫӗ хумсем. Чей ӗҫнӗ чух пиҫе-пиҫе кайрӗ, пичӗ апла-капла пӗркеленчӗ, ҫаврака куҫӗсем хӑранӑ пек мӑчлатрӗҫ. Тен, Пугачева отпор пама пултарӑпӑр. Панталеоне тутисене сиктеркелерӗ, лапсӑркка пуҫне чӗтретсе илчӗ. Том, темиҫе кун хушши хӑйӗн мӑнкӑмӑлне ӳстерсе ярса, Беккине хӑйӗн пуҫӗнчен кӑларса ывӑтма хӑтланчӗ, анчах кӑларса ывӑтаймарӗ. Хӗрех кунтан ман чунӑм пӗлӗт ҫине вӗҫсе хӑпарать; эпӗ унта: тӗлӗнмелле илемлӗ, шурӑ, витӗр курӑнакан вӑрӑм япала куратӑп та ку анне пулнине чухласа илетӗп. Ҫапах та эпӗ кунтисене ытларах юрататӑп. Ольховка ҫыннисем те ҫавах, тата лайӑхрах пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Вӑл вӗсене ҫутатса тӑчӗ, вӗсен хыҫҫӑн алӑка питӗрчӗ, унтан пусма тӑрӑх ҫӳлелле илсе кайрӗ. Пуҫӗ ҫинче унӑн хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ леопард чӗрнисемпе шурӑ ҫӑм пайӑркипе илемлетнӗ тиара евӗрлӗ япала. Ку вӑл Казонде патшисен корони. Ҫук, эпӗ ҫывӑхарахра — манах лекет. Ку ӗнтӗ сасартӑк тӗлӗнсе кайнипе пулнӑ пулӗ, анчах кирек мӗнле пулсан та, таракансемшӗн лайӑх самант ҫитсе тӑнӑ. Пӑвана хупӑрласа илчӗҫ те, ураран ӳкерчӗҫ; пӗр салтак ӑна аллинчен ҫапса, пистолетне ҫӗре ӳкерчӗ, Марконе лашине шпорсемпе тапрӗ. Хамӑр ҫынсем вӗт: тӑван-пӗтен мар пулин те, чунӑмӑрсем пӗр пек. Ӑна тӑшмансем сутнӑ, Рада! Мӗн тери шанмасть вӑл ҫынсене, тата вӗсене мӗн тери йӳне хурать! Халь вӑл вучах умне выртнӑ та, пӗтӗм пӗвӗпе силлене-силлене илсе, йынӑша-йынӑша хӑсать, хӑйне хӑй кӑкӑрӗнчен яра-яра тытать, пуҫне пӑркалать, пӗтӗмӗшпех халран кайнӑ пек куҫӗсене хупса, йӗпе тутисене ывӑҫ тупанӗпе шӑлкаласа илет. — Епле тӗрӗс калать! — шухӑшлать Наталья, анчах Никитӑн кӑмӑллӑ сасси дворнике хирӗҫлет: — Ытлашши калаҫатӑн эсӗ. — Мӗнех? — терӗ Иохим, пан сӗнӗвне хирӗҫ ответлесе. Манӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗм ҫӳҫенсе илсе, ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑрса кайрӗ… — Манӑн связнойсем пулатӑр!.. Ытах та вӗсем — хӑйсем ҫӑкӑршӑн паракан пӗр тенкӗре чун валли тӑхӑрвун тӑхӑр пуслӑх наркӑмӑш пуррине пӗлсессӗнччӗ! Катьӑна ҫырнӑ хут ҫинче эпӗ «тӑватӑ сехетре тух» вырӑнне «виҫҫӗре тух» тесе тӳрлетрӗм. Вӗсен чӗрисем хытӑран хыттӑн картлатрӗҫ. Кхм! Кхм! ӳсӗркелесе сасӑ пачӗ. — Марьянушка! Ыран иртерех чӑхсене епле пӑхнине кайса тӗрӗслес-ха, — тӑвӑр пирки пӗр ҫичӗ чӑххи вилсе те выртнӑ, тетчӗҫ хӗрарӑмсем. Гусев темиҫе хутчен те вырта-вырта канчӗ, сивӗ хӑйӑртан пичӗпе тӑрӑнать те типсе кушӑрханӑ ҫӑварне нӳрӗк пӑсӗпе кӑштах ислетет. Зоя ун патӗнче, юбкине тирпейлӗн майласа, аллине чӗркуҫҫи ҫине хурса ларать; Анчах Луиза хӑйӗн юратнӑ лашине манман, хӑй утланса ҫӳремен пулин те, час-часах ӑна курма ҫӳренӗ тата лайӑх пӑхчӑр тесе астуса тӑнӑ. Пӗтӗмпех темле аван мар пулчӗ, шухӑшлаттарчӗ, сӑмахсенче вӑрттӑн шухӑш шыраттарчӗ. Таврара малтанхи пекех шӑплӑх. Хӗвел йӑсӑрланса тӑракан тӗтре айӗнчи шурлӑха та, сӑрт тӳписене те пӗр хӗрхенмесӗр пӗҫертет. Пӗр минут каярах ҫеҫ ман куҫ умӗнче ҫынна вӗлернине ӗненес те килмест. Манӑн хӑлхана вӗсенчен пӗрин ҫинҫе те салхуллӑ сасси пырса кӗчӗ; эпӗ тимлӗнрех итлеме пуҫларӑм: вӑл йӗрет иккен. Аслӑ Артамонова хӑйӗн ывӑлӗ, темле путсӗр ача савӑнӑҫӗшӗн тӑрӑшнӑ вӑхӑтрах, кӑшт та пулин ашшӗн пурнӑҫне савӑнӑҫ кӗртсе хӑварма тӑрӑшманни хытӑ кӳрентерчӗ. Манӑн пӗр май каялла ҫеҫ утмалла. Мӗн ара? Том патне ҫывхарсан, Бен урам варрвнче чарӑнса тӑчӗ те хӑй пынине систерсе, ерипен сыхланарах ҫаврӑнма тапратрӗ, мӗншӗн тесен вӑл шыв ӑшӗнче тӑхӑр хут тарӑнӑш пыракан «Аслӑ Миссури» ятлӑ пӑрахут епле ишнине кӑтартасшӑн тӑрӑшрӗ. Камышинра пурӑннӑ чух Мересьев «вырӑс ташшине» тата хулари садра пожарнӑй командӑн оркестрӗ калакан авалхи ташӑсене лайӑх ташланӑ. Унтан кӑмӑллӑн кулкаласа каларӗ: — Ытла та ҫине тӑраканскер эсӗ, мур илесшӗ! Эсир вӗреннӗ ҫын иккенне пӗтӗм тӗнче пӗлет, эсир наукӑсене те, ытти япаласене те пӗлетӗр. — Аслӑ-ҫке ҫӗр! — тет вӑл Николая. Тен, вӑл апла, Ҫӗнӗ Тӗнчери Кювье пек, кирек мӗнле чӗрчуна та пайӑн-пайӑн тӗпчекен зоолог пуль. Е тата вӑл хальхи ҫутҫанталӑк науки чӗрчун тӗнчине тӑватта (ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсем, шӑмӑсӑррисем, сыпӑклисем, пайӑрка ӳтлисем) уйӑрнӑ пайсене тӗпчеме хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне панӑ ӑслӑ ҫынсен шутӗнче пуль? Ӑна пӑявсем вӗҫҫӗн ҫӗкленӗ, ҫапла ҫӗклесех ҫавӑркаланӑ та. Ҫак сӑмахсене илтсен, судья чутах пукан ҫинчен персе ӳкетчӗ. Эпӗ кратерӑн хӗррисенчен темӗн чухлӗ чулсем кӗмсӗртетсе аннисене пӑхса тӑрса, пӗртак кӑмӑлӑма пусартӑм. Эсӗ чухӑнсене, тӑлӑх арӑмсемпе тӑлӑх ачасене пулӑшнӑран ҫеҫ тата ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑран ҫеҫ сана ҫулпуҫне суйларӗҫ. Ун вырӑнне «Британи» ҫинче боцман пулнӑ ҫын яхтӑна питӗ тӗплӗн пӑхса ҫӳрерӗ. Вӑл ман ҫӑвара пуҫне чикет пулать-и? Ҫапла мар-и? Ниҫта та ыратмасть, вӑл хӑйне тата тепӗр хут хыпашласа пӑхрӗ. Диван ҫине улпут пек сарӑлса ларса, вӑл:— Пирӗн ӗҫсем, салтаксем пынӑ пек, малалла пымалла, — терӗ. — Ӗҫ сире те, сирӗн ачӑрсене те, ачӑрсен ачисене те ҫителӗклӗ пулать. «Тӑхта! Читокӑн тусанлӑ ҫӗрӗ ҫинче хурлӑхлӑн ларакан Дик Сэнд ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ. — Николай Петровича эпӗ пӗтӗм чӗререн юрататӑп. Ҫынсем пурӑнма тата ӗҫлеме ҫӗнӗ вырӑнсем шыра-шыра тупрӗҫ. Ҫак тамӑкри пек ҫӗрте те нимпе интересленмен, пурин ҫине те пӗр туйӑмсӑр пӑхакан ҫынсене курма пулать иккен. Ҫаврӑнчӗ те — кулать, анчах куҫӗсем ҫав-ҫавах хумханчӑк, сивӗ. — Чиперех-ха, пурӑнкалатӑп. Ҫакӑ та тӗлӗнмелле пулнӑ: ӑна ачасем те йытӑсемпе лашасем пекех юратнӑ. Пӗлессе хам мӗншӗн сыв маррине лайӑххӑн, уҫҫӑн пӗлейменччӗ-ха, анчах эпӗ хама ирех начар туйма пуҫларӑм. Вилӗм хӑрушлӑхӗ ҫинчен шутламаннипе вӗсен ӑс-тӑнӗ пӗр чӑрмавсӑр ирӗклӗн ҫитӗнсе аталанать. Ку ӗнтӗ чӑнах та чылаях кулӑшла картина пулчӗ: Валька хӑйӗн урисем ҫинчен темӗнле интереслӗ япаласем ҫине пӑхнӑ пек куҫне илме пӗлмест, Катя ӑна тӗрте-тӗрте ярать, куҫса пынӑ маях ташлама вӗрентет, хӑй ҫав тери тарӑхать. Анчах та темшӗн кичем пула пуҫларӗ мана. Эпӗ ҫак маневрсемпе пӗтӗмпех ермешсе кайнипе, хам боцмана тимлӗн сӑнаса тӑма шут тытни ҫинчен вуҫех маннӑ. Ун хыҫӗнчи чӑрӑш тураттисем; айӗнче граната ҫыххи курӑнать; узбек хӑй те каялла янӑ аллине граната тытнӑ, анчах ывӑтса ярас умӗн пӗлӗт ҫине пӑхса илесшӗн пулнӑ та ҫаплипех хытса ларнӑ, темелле. Тӑп-тулли тирӗк, тата — ҫӑрараххине! Разметнов ӑшӑ никӗс ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршӗнсе выртрӗ. Ӑнлантӑн-и?» Хӗвеланӑҫ пайӗнче шартлама сивӗсемпе пит шӑрӑх вӑхӑтсем пулаҫҫӗ, температура труках улшӑнса каять. Кӗркунне вара, апрель, май уйӑхӗсенче, чӗреслетсе ҫумӑр ҫуса тӑрать. Анчах часах ура ҫине тӑчӗ, ним тума пӗлмен пек пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, унтан кухньӑна тухса алӑка питӗрчӗ те, куҫ харшине хускаткаласа, пӳлӗме таврӑнчӗ. Дьяк патне ҫитес пулсан, чылай каймалла-ха, халь килнӗ чухлӗ тепӗр саккӑр утмалла. Ҫула тухнисем каялла ҫаврӑнчӗҫ. Леререх тата Рада Милкина ларать — юрӑ ӑсти вӑл пирӗн: юрласса вара шӑпах шӑпчӑк пек шӑратать, тирпейлехӗ ҫитмест, мӗскӗне. Мӗн, пирӗн хӑна тумалӑх ҫук тетӗр-им? Ӗҫме-ҫиме пирӗн те тулӑх-ха, анчах мӗн тӑвӑн ӗнтӗ. Ӗнерхи пекех, ҫӗр каллех йывӑррӑн ахлатса, чӗтрене-чӗтрене илет, ҫӗр варринчи вут-ҫулӑм ӑшӗнчен сирпӗнсе тухнӑ пекех, ӑҫта пӑхнӑ унтах тӗтӗм чӑмрашкисем сирпӗне-сирпӗне тухаҫҫӗ, — ҫил вара вӗсене, тӑкӑннӑ ҫулҫӑпа пӗрлех, хӗвелтухӑҫнелле вӗҫтерет. — Вӑл мар пулсан, кам-ши тата? Юлашки тӗлпулу Эпӗ тӑп-тӑр пӗччен тӑрса юлтӑм. Ҫапла, тархасланине, йӑлӑннине, хӗрхенӳ-мӗнне пӗлмен полководец кирлӗ пире. — Мӗншӗн кӳренетӗр-ха эсир, Софья Ивановна, ман ҫине? Ухмах эс, Гейка! — Суятӑн, суятӑн! Ирӗксӗрех ҫапла калама тивет ӗнтӗ: «Мӗнле пӗлес-ха, ӑҫта тупассипе ӑҫта ҫухатассине?» Анчах ун ҫинчен халь калаҫмӑпӑр-ха. Ҫавӑнтан вара хӑрама пуҫларӑм. — Ухмах эсӗ, урӑх нимӗн те мар. Дядькиевский курень тепӗр айӑккинчен тапӑн! Джеммӑн шлепке хӗррипе хупланӑ сӑн-пичӗ вилнӗ ҫын пичӗ пекех шуралса кайнӑ; мӑйӗ ҫине ҫыхнӑ лента чӗри тапнипе хускалкаласа илет. Пӑван ун ҫине пӑхрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ: — Ыттисем! Ҫитӗ, тархасшӑн ҫитӗ!.. — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Джемма, сиксе тӑрса, аллисемпе хӑлхине хупларӗ. Анчах Марыся ун чух улпут майри пулас ӗмӗтпе тухса килнӗччӗ; халь акӑ унӑн пурнӑҫӗ епле улшӑнчӗ, хӑрушланса кайрӗ! — Эсӗ ухмах этем пулни халь ӗнтӗ хӑех лайӑх курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ Христофор атте. Эпӗ ура ҫине сиксе тӑрса юланутҫӑсене чӗнтӗм. Хура тӑпраллӑ ҫӗр вӑйӗ! Ҫывӑрса каяс чухне хӗвелтухӑҫ ҫуталма пуҫланӑччӗ, анчах та манӑн ҫав каҫхине ҫывӑрса тӑранас ҫуккине пӗлӗт ҫинех ҫырса хунӑ пулӗ ҫав. — Сире шырӗҫ… сире тупӗҫ… — Вара мӗн? Мӗн пулнине пӗлес тесе, Кольхаун карлӑк урлӑ карӑнса аялалла пӑхнӑ. Сайра-хутра ҫеҫ истребитель ҫунаттисем йӑлкӑшса илнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те уйӑрса илме ҫук. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп, апла пулсан, мана тӳрлет эсӗ, тӳрлет мана! Эсӗ ӗнтӗ пӗчӗк мар, хӑвӑншӑн мӗн лайӑхраххине ху пӑх… — терӗ те тухса карӗ. — Ҫапла, кунӑн Гренландине ҫитме мӗн пурӗ те вӑтӑр пилӗк сехет ҫеҫ каймалла; ҫанталӑк ӑшӑ тӑнӑ вӑхӑтра ҫурҫӗртен юхтарса килекен пысӑк пӑр катӑкӗсем ҫинче шурӑ упасем Исландине ҫитсе килеҫҫӗ. Берсенев ун ҫине тинкерчӗ. Хӗнӗр ӑна! — кӑшкӑрчӗ Егррушка. Кӗҫех илтетӗп: такам манӑн пуҫ тӑрринчех утӑ ҫине упаленсе хӑпарать… Атте ман чи малтанах, пуринчен те ытларах — пурӑнасшӑнччӗ… пурӑнатчӗ те; тен, хӑй сахал пурӑнасса сиснӗччӗ пуль; вӑл хӗрӗх иккӗрех вилчӗ. — О, мӗнлерех тӗрӗс ҫакӑ! Унпа пӗр компанинче Званцев ывӑлӗ, Ухтищев, тӑватӑ дама тата бакенбардӑллӑ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ, кукша пуҫлӑ темӗнле улпут пулнӑ… — Ун телейӗ сан хуйху мар. Кунта отставкӑна тухнӑ чиновниксем, хусах арӑмсем, чухӑн ҫынсем пурӑнма куҫаҫҫӗ, хӑйсене сенатра пӗлнине пула вара ҫакӑнта яланлӑхах юлаҫҫӗ; кунта кунӗпех пасар тӑрӑх ҫӳресе ирттерекен, вак-тӗвексем сутмалли лавккара мужикпе пули-пулми ҫинчен сӳпӗлтетекен, кашни кунах пилӗк пуслӑх кофе, тӑватӑ пуслӑх сахӑр илекен, хӑйсен хуҫисене юракан пулнӑ кухаркӑсем пурӑнаҫҫӗ; кунта тата хӑйсен платьипе, сӑн-пичӗпе, ҫӳҫӗсемпе, куҫӗсемпе кӗл пек курӑнакан, тӳпере хӗвел те, ҫил-тӑвӑл та ҫук чухнехи тӗтреллӗ кун пек туйӑнакан ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Майданов вара хальхинче пуринчен малтан ҫитнӗ — вӑл ҫӗнӗ сӑвӑсем илсе килнӗ. Эрнекун, июнӗн 19-мӗшӗ. Хуть те мӗн пулсан та килетӗп! Пит ҫӑмарти тӑрӑх йӑрӑлтатса анса, ахаль те тӑварлӑ купӑста яшкине тӑварлакан куҫҫульне амӑшӗ асӑрхасран хӑраса, Разметнов ҫӑкӑрне чашӑк ҫине ӳпӗнсе чӑмлать. Университетри пӗр профессортан сирӗн ҫинчен пачах урӑхла сӑмах илтнӗччӗ. Вӗсем сире аван вӗренет, теҫҫӗ. Вӑл ҫине тӑнипех Гаев хушаматлӑ вӑтам хресчене раскулачить туса хутортан кӑларса янӑ. Гаевӗ пачах та раскулачить тума тивӗҫлӗ ҫын пулман, мӗншӗн тесен, хӑйӗн пурлӑхӗ енчен илсен, ӑна ниҫтан та кулаксен шутне кӗртме май ҫук. Кунта ҫулҫӳревҫӗсем Панамӑн ансӑр ҫӗрӗ патнелле каякан Америка пӑрахутне тӗл пулчӗҫ. Пурте ывӑнса ҫитсе, хӑйсен шӑпийӗ туласса кӗтсе пурӑна пуҫларӗҫ; пурте япаласем хакланса кайни пирки ахлатса ҫӳреҫҫӗ, вӗсен хакӗсем ӗнтӗ хулара чӑнахах та калама ҫук ӳссе кайрӗҫ. Унӑн ҫулӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑнса тӑрать. Урайӗнче нумай япала сапаланса выртать-ҫке-ха: кунта акӑ тӳннӗ тенкел, унта — хут купи, леререхре — уҫса хунӑ кӗнеке ещӗкӗсем; темӗнле ҫыхӑсем, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр куписем, вӗсен тавра вара, тинӗсри утравсем ҫумӗнчи шыв айӗнчен тухса тӑракан чулсенчен пӑрӑннӑ пекех, пӑрӑнса иртмелле. Жоржетта хӑюллӑн ҫула тухрӗ. Вӑл йӑпатмарӗ мана, хӑй хуйхине вӑл манӑннипе танлаштармарӗ — ыталаса кӑна илчӗ те пуҫӑмран чуптурӗ, эпӗ вара ун аллине чуптурӑм. Огняновӑн ялкӑшса тӑракан кинжалне шанмасӑр, сиввӗн пӑхрӗ. — Священник ҫав. — Кам хушрӗ сана ман ҫинчен доноссем ҫырма? Каҫ уйӑх ҫутиллӗ пулнӑ. Сотскисем аяккарах сиксе тӑчӗҫ, староста ҫинҫе, хӑравҫӑ сасӑпа: — Православнӑйсем, — ҫӑраҫҫи ҫӗмӗрме ирӗк ҫук! — терӗ. Революци хӑратса тӑракан мар, килӗштерекен япала пулмалла. Ҫеҫен хирте шур ути чӗркуҫҫирен ҫӳле ҫӗкленчӗ. Эсӗ мана чӑтма ҫук йӑлӑхтарса ҫитертӗн! Эпӗ ҫутӑ курӑнакан еннелле кайрӑм, капитан кӗтеселле пӑрӑнса курӑнми пулсанах, каялла ҫаврӑнтӑм та, кимме кӗрсе ларса, ҫыран хӗррипе ултҫӗр утӑма яхӑн тӑвалла хӑпартӑм, унтан вутӑ тиенӗ баржӑсем хушшине пытантӑм; паром пристаньрен уйрӑлса кайсан тин лӑплантӑм. Эпӗ — пӗлетӗп, вӑл — пултарать. Мӗнле кучер эсӗ, пӑх-ха эсӗ хӑв ҫине: мӗнле кучер? Шуйттан, хӑвна та, мана та пӗтеретӗн! Тӗппи кунта ырату, вилӗм, пусӑхлӑх, юнран та виле ӳтрен лӗкленсе йӗрӗнни мар, — ҫук, чи хӑрушши вӑл — эсир этемрен унӑн пурнӑҫ савӑнӑҫне туртса илни. — Пӗрре эпӗ чӳлмекне туртса кӑлартӑм та икӗ икерчине ҫисе ятӑм, — Виктор мана уншӑн хӗнесе тӑкрӗ. Ҫак хыпара вӗсем халӗ кӑна илнӗ пулнӑ. Вӑл ниҫта кайса кӗрейми аптраса ҫитсе те сехӗрленсе, хӑйӗнчен хӑй мӗнле майпа тата мӗншӗн ҫак хӑрушӑ мужиксем хушшине, ҫак палламан ҫӗршыва лекни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Джим ӑна шӑршласа, ҫыртса, сӑтӑрса пӑхрӗ, куна пӳске чӑн-чӑн укҫа вырӑннех йышӑнӗ тесе шантарчӗ. Эсир манӑн командир мар, ман батальонти капрал пулнӑ пулсан, эпӗ: эсир кирлӗ мара сӳпӗлтетрӗр, тенӗ пулӑттӑм. Хырӑм тӑрантасси вилӗмлӗ ҫылӑх иккенне пӗлместне вара? Ҫав хушӑра вӑл Одинцова ӗнерхи пекех пӑлханманнине, Базаров именнине вӑрттӑн тӗлӗнсе сӑнарӗ. — Ҫапла-с, «салтак-термитсем» тӗрлӗ кӗлеткеллӗ! Чи ҫыпӑҫусӑр ӗс вӑл. Нумайӑшӗ ассӑн сывласа сӑхсӑхаҫҫӗ. Пиртен кашниех алла ҫыпҫӑнакан пӗрер стакан тытсан, Дерпт студенчӗпе Фрост нимӗҫ юррине пуҫарҫа ячӗҫ, ку юрӑра час-часах Юхе! тесе кӑшкӑрса ямалла иккен. Пӑлан тирӗнчен хӗрлӗ пуставпа илемлетсе дикобраз йӗпписемпе ҫӗленӗ шурӑ кӗпе тӑхӑнтарнӑ, хӗрлӗ материрен ҫӗленӗ йӗмӗ пиҫиххирен тытӑнса тӑнӑ. Хам тарӑхнипе вӑл ҫынсене култарни ҫеҫ пулӗччӗ. Ҫавӑнпа хам чӗререн юратакан ырӑ тӑван ҫӗршыва кӳренмелле хурланине манӑн ним чӗнмесӗр, лӑпкӑ чӑтса ирттересси анчах юлчӗ. Тискер кайӑксем-ҫке вӗсем!.. Вӑйсем пӗр пек мар: шуррисем ултӑ пин ҫын, кӑваккисен — пин ҫурӑ салтак. Анчах хаярланса кайнипе пӗри теприне парӑнман. Капрал уя тухрӗ те вилнин лашине ҫавӑтса таврӑнчӗ. Вӑл ҫак шарлак шыв тӑрӑх анаталла кайсан-кайсан, шыв юххине икӗ еннелле уйӑракан тӳпе патне ҫитет те, унтан вара хӗвеланӑҫнелле юхакан шыв юппи тӑрӑх кайса, ҫак шыв Диз шывӗ ҫине юхса тухнӑ ҫӗре ҫитет. Ҫавӑн пек спорт валли вырӑнӗ прерире ҫеҫ — Индж фортӗнчен пӗр ҫирӗм мильӑра пулма пултарнӑ. Вӑл тата ҫапла та калать: Вильямпа иккӗшӗ вӗсем хӗрачасене хӑйсемпе пӗрле Англие илсе каясшӑн-мӗн; куншӑн пурте савӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен хӗрачасене тӑванӗсем патӗнче лайӑхрах пулӗ; хӗрачисем те шутсӑр хӗпӗртерӗҫ, хӑйсен хуйхисене мансах кайрӗҫ; король пӗтӗм пурлӑха хӑвӑртрах сутса ятӑрччӗ ҫеҫ, вӗсем ҫула тухма хатӗр. Ҫакӑн ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Ах, каламалла мар эп сана куна… Пӗтӗм взвочӗпех мана хӑйсен ывӑлӗ турӗҫ, тумлантарчӗҫ, урана тӑхӑнмалли пачӗҫ, вулама-ҫырма вӗрентрӗҫ тата этем тӑнӗ пачӗҫ. Уэлдон миссис Геркулес пулӑшнипе йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ. Павел хӑвӑрт ҫавӑрӑннӑ та тӗттӗмрех столовӑй урлӑ алӑк патнелле утнӑ. — Сирӗн халь ӗҫ пур-и? — терӗ вӑл, ман ҫинчен куҫ илмесӗр. Ҫакна пурне та епле вырнаҫтарса, хатӗрлесе хунине курмастӑр-им эсир? Володьӑн ҫак кунсенче университета вӗренме кӗмелле, халь учительсем ятарласа ун патне ҫӳреҫҫӗ, вӑл хура доскана пурӑпа хыттӑн тӑклаттарса, функцисем, синуссем, координатсем тата ытти ҫавӑн евӗрлӗ япаласем ҫинчен каланине ӑмсанарах, ирӗксӗртерех пулин те, тимлесех итлетӗп, мана нихҫан ӑнланмалла мар кӑткӑс сӑмахсем пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Куҫса килнисем кӗтӳҫсӗр юлнӑ кӗтӳ пек пулчӗҫ, ӗҫӗсем вӗсен япӑхлансах пычӗҫ. Англи ялавӗ тенӗ хыҫҫӑн вӗсене лӑплантарма май пулӗ-ши? Ку вара амӑшне урӑлтарнӑ пек пулчӗ. — Илтетӗн-и? — сенкер куҫлӑ ҫынна аякӗнчен тӗртсе илсе, хуллен кӑна ыйтрӗ тепри. — Ирсӗр япала калаҫатӑн, — йӗрӗнсе, питне пӗркелесе илчӗ те Ольга, ассӑн сывларӗ: — Астӑватӑп, эпӗ сана пӗррехинче: санӑн чуну усрава илнӗскер, тенӗччӗ. Лекрӗ-и, Хижняк юлташ? Ҫурҫӗрти вӑрҫӑ хӑех ӗнтӗ ытти вырӑнти сывлӑшри вӑрҫӑран темиҫе хут кӑткӑсрах. — Никам та. Тухтӑр килӗнчен тухса кӗтеселле пӑрӑнтӑм кӑна — чутах Сайлас тете ҫине пырса тӑрӑнмарӑм! Кӗрӗкӗм ара, хамӑн мар-ҫке, карчӑкӑн. Ҫакна пӗлетӗр-и эсир? Старший лейтенант унӑн хупӑ куҫ хупаххине аллипе тытса уҫрӗ. Ҫавӑн чухне вӗсем хӑйсем вӑрҫӑ ӗҫне лайӑх пӗлнине кӑтартрӗҫ, — ун пеккине эпӗ нихҫан та курманччӗ. — Юрӗ… — терӗ вӑл шӑл витӗр. — Крыма та мар, Кавказа та мар, курорта та, санаторине те мар, — терӗ ҫав капитан. Тӗрлӗ ухмахлӑх тесен — ӑна часах вӗренме пулать, анчах турӑ ан хуштӑрах! Эсир мана чӗррӗн хӑваратӑр пулсан, эпӗ эсир виселица ҫинче ҫакӑнса тӑрас марришӗн тӑрӑшӑп, — терӗм. Господа! Пирӗн сословин тӗренсе тӑмалли япала пур, вӑл — укҫа! — Ат-те-е… Лавҫӑ ҫирӗплетсе каласан, вӑл аллине сулчӗ те тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Кала юлашки сӑмахна. Тепӗр куннех ҫула пуҫтарӑнчӗ вӑл, вара, манпа сывпуллашмасӑрах, хӑйӗн ӗлккен караванӗпе тухса кайрӗ. Платникӗ лайӑхчӗ, чӑнах та ӗнтӗ кӑшт ӗҫкелетчӗ те, анчах хӑйӗн ӗҫне лайӑх пӗлетчӗ. — Янхетруц та-и? Кайран вӑл суд приставне ҫапла каларӗ:— Илсе кӗртӗр Томас Сойера, — терӗ. Ҫӗр ҫинче ҫынсем пулса кайса сехет шухӑшласа кӑлариччен миллион та миллиард ҫул ӗлӗк вӑхӑта кӑтартакан пите тӗрӗс сехете ҫутҫанталӑк хӑех тунӑ. Ҫынсене пух-ха, вӗсенчен лайӑхраххисене суйласа ил те, ҫавсем ҫине таян… — Э-эх, айванкка, э-эх, хӗр пӗрчи… — Мӗн тума кирлӗ вӑл логика пире? Вара амӑшӗ, васкарах утса, ывӑлне хуса ҫитрӗ те, юласшӑн мар пулса, ун хыҫҫӑнах пычӗ. Эпӗ кухняна карӑм та, мӗнтен пуҫлас-ши? тесе шухӑшлама пуҫларӑм. — Мӗнле-ха вӑл «йӑвантӑр»? — иккӗленчӗ Дегтяренко, мучие портсигар сӗнсе. Вӑл хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ урапипе ҫав йӗпе сӑмсаллӑ Мартен урапи ҫине пырса кӗнӗ те г-жа Лорӑна сӑмах хушнӑ: — Сивӗнтӗн пулать манран… Аван мар тӑватӑн эс капла! — тенӗ вӑл, хурланчӑклӑ та хӑрӑлти сасӑпа. Ҫӗр! Шурочка аллине илсе хучӗ, анчах ҫийӗнчех мар, хуллен, ӑна шелленӗ тата кӳрентересрен хӑранӑ евӗрлӗн. Ҫапла! Аркашкӑпа автан улӑштарчӗҫ, тепӗр темиҫе минутран Аркашкӑн пуҫне татнӑ автанӗ ҫатан урлӑ вӑркӑнчӗ, кӑмӑлӗ ҫитнипе чунтан савӑнса, Макар кил хуҫи арӑмне кӑшкӑрса каларӗ: — Ил ҫав йӗксӗке, аннеҫӗм! Пӗрре вӑл хӑйӗн ҫакӑн пек сӑнанисем ҫинчен хреснашшӗне пӗлтерсен, лешӗ:— Мӗнле пултӑр тата? Камӑн ӗҫ пур унта! — Тӗтреллӗ чух хурал тӑракан пароходсем хушшипе иртсе кайма ҫӑмӑл, — тавӑрчӗ ӑна лешӗ. Кӗҫех хум сӑрчӗсен хушшипе хура пӑнчӑ курӑнса кайрӗ: пӗрре пысӑкланчӗ вӑл, тепре пӗчӗкленчӗ. Эпӗ ҫил пуррине-мӗнне сисместӗп. Ҫавӑнтан вара «Casa del Corvo» — «Шыв кукринчи ҫурт» тенӗ ячӗ те тухнӑ. — Эпир, Василисӑпа Лукерья та-ха, батюшка, — терӗ ӑна хирӗҫ ҫинҫе сасӑ. Николай Антоныч памарӗ хӑй пурлӑхне, вӑл ӑна икӗ хут пуянлатма та ӑс ҫитерчӗ. Ура лапписем унӑн хӑрушла шыҫса, хуралса кайнӑ. Сыснасене те ун пек усрамаҫҫӗ! Сире, мсьё Базаров, ку пурпӗрех: анчах, эсир, эсир, мсьё Кирсанов, музыкӑна юрататӑр пулас-ха; йӑмӑксӑр пуҫне ман патӑмра аннепе пӗртӑван ватӑ аппа пурӑнать, хӑш чухне пӗр кӳршӗ ҫынни картла выляма килкелесе каять: мӗнпур общество ҫакӑ ҫеҫ пирӗн. — Вологдӑран. Чавса кӑлартӑм та пӑхатӑп: тымарсем ҫумӗнчи ҫав тери пӗчӗккӗ те ҫӳҫ пӗрчи пек ҫинҫешке вӗҫӗсем — шӑтса тухнӑ тырӑ пӗрчи вӗсемпе тӑпраран хура юн ӗмсе илет, вӗсем тӑрӑх ҫимӗҫ илсе ӳсет — тӑпӑлса таткаланса пӗтнӗ. Юханшыв тӗттӗм-кӑвак хумсене йӑвантарать; ҫӗрлехи нӳрлӗхпе йывӑрланнӑ сывлӑш ҫӑралса пырать. Вӗсем Инҫетри Хӗвелтухӑҫне кайма шут тытнӑ та кунта канаш ыйтма килнӗ-мӗн. Ҫакна эпӗ астӑватӑп, мӗншӗн тесен вӗсен сан-пичӗ ун пек пулни мана асаплӑн савӑнтарса ячӗ. Карчӑк мачча ҫине чупса кайса килчӗ, темле кӗнеке тупрӗ те ӑна йӑлт таткаласа ҫурса тӑкрӗ. Тепӗр вунӑ утӑмсем тӑвайнӑччӗ кӑна — каллех пӗтӗм кӗлеткепе тӑсӑлса та выртрӑм. Вутран ҫирӗм утӑмсенче, ҫул хӗрринче, чалӑшса кайнӑ хӗрес ларать. Уэлдон миссис, Джек, Дик Сэндпа Бенедикт пичче — пурте ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗҫ. Паньков вӗсем калаҫнине итлесе тӑчӗ. Джо Гарперсем патне кайса ҫӳриччен луччӗ ту ҫинелле улӑхатпӑр та тӑлӑх арӑм Дуглас патӗнче ҫӗр каҫатпӑр. Вӗсем иккӗшӗ пӗрле ӗҫлӗҫ, тен, пулас республикӑшӑн кӗрешсе пӗрле те вилӗҫ. Ӑшӑ пулчӗ. — Авланать вӑл, — тарӑхса каларӗ Петька. Ху мӗн пӗлнине сасӑпа кала-ха? — Сизов еннелле ҫаврӑнса ыйтрӗ директор. — Мӗнле инкек сиксе тухрӗ, э? — терӗ те Тихон, хӑйне мӑйӗнчен ҫапса, вӑрӑмтунана вӗлерчӗ, ывӑҫ тупанӗпе чӗркуҫҫи ҫумне шӑлчӗ те юханшыв хӗрринчи йӑмра турачӗсенчен ҫакланнӑ пек курӑнакан уйӑх ҫине пӑхрӗ. Пӗлместӗп ӗнтӗ, темӗнпе кӳрентертӗм пуль сире». Мӗн те пулин калӑр ӗнтӗ ӑна, доктор! Пурте харӑсах ура ҫине сиксе тӑчӗҫ, те кӑшкӑрса ячӗҫ. «Пилигрим» патне ҫитиех илтӗнчӗ пулӗ ҫак хӑрушӑ сасӑ. Астрономилле сӑнавсенчен вӑл, Халл капитан тунӑ пек, «Пилигрим» мӗнле курспа пынине, малалла мӗнле курспа каймаллине пӗр миля таранчченех тӗрӗс шутласа кӑларма вӗреннӗ пулӗччӗ. Эпӗ вилсен, саншӑн Вильям тӑрӑшӗ. — Енчен эпӗ пӗр-ик кунлӑха та пулин Ленинграда кайма пултарайсанччӗ! Санин пӳлӗм тӑрӑх нумайччен ҫӳрерӗ, каярахпа ҫеҫ ҫывӑрма выртрӗ. — Мӗншӗн кахалланатӑр? Ыттисем те ҫавӑн пекех. Ҫапах, шӑла ҫыртса та пулин, эпӗ хам ӑша чылайччен тӗтӗм ӗмрӗм, ункӑн-ункӑн кӑларса яма, ӑша ҫӑтма хӑтлантӑм. Анчах Суламифь пиҫӗ те вӑйлӑ, ӳт-тирӗ те унӑн, ҫу сӗрнӗскер, якӑрти. Майӗпен шӑвӑнакан сулла шывра ӳсекен пысӑк курӑксем те чӑрмантарнӑ. Ҫырӑва сирӗн аллӑра парӑп, тесе эпӗ ӑна сӑмах патӑм. Ан хускалӑр, эпӗ чейнике хам парӑп. Леш тӗнчене каятӑн, мужик! — Ун пек качака такине тем чухлӗ укҫа парсан та туянаймастӑн, ун пек качака таки ҫут тӗнчере пулман, пулас та ҫук! Эсир хӑвӑр хӗрӗре унта тупманни тӗлӗнмелле вара. — Кукамай! Карл Иваныч ман сӑмахсене ҫирӗплетрӗ, анчах тӗлӗк пирки шарламарӗ. Ҫавӑнпа та тупнӑ кашни метеорит наукӑшӑн питӗ кирлӗ: вӑл хӑй йывӑрӑш чухлӗ ылтӑн катӑкӗнчен те хаклӑрах. Михайла асатте Алексей ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те куҫне хӗсрӗ, кӗмӗл сухалӗ витӗр кулкаласа ҫамрӑк ҫын пек хаваслӑн кӑшкӑрчӗ: — Эхе-эй, тройка! Ман айра пӗрехмай темскер йӑшӑлтататчӗ». Сумкӑллӑ офицерӗ, таҫта курнӑ пек вӑл ӑна, уншӑн пулсан пур енчен те йӗрӗнмелле те сӗмсӗр ҫын пек туйӑнчӗ. Эпӗ кӳренӗве тавӑрмасӑр хӑваракан йышши хӗрарӑм мар. Эпӗ хамӑн шухӑшӑмсемпе аптӑраттӑм, ҫавӑнпа улах вырӑнсем шыраттӑм. Ҫак чиртен сыватмалли пӗртен-пӗр эмел йывӑр ӗҫ шутланать. Илемлӗ кӑвак кофтӑпа питӗ тӑрӑшса якатнӑ юбка тӑхӑннӑ Варя пичке умӗнче урине ҫуса тӑрать, хӑй ҫак ир пекех уҫӑ вӑл, ун ҫине пӑхса, хӗрлӗ тутисемпе кулать, унӑн пӗр-пӗринчен инҫерех пек курӑнакан куҫӗсем ӗнерхи пекех савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ. — Пурте эсӗ сӗннӗ пек тусан, — пит-куҫне чалӑштарса ӳлкевлӗн каласа хучӗ Шубин, — ҫӗр ҫинче никам та ананас ҫимӗччӗ: пурте ыттисене парӗччӗҫ. Эпӗ пилӗк ҫул тесе татсах калама пултаратӑп. Ҫапла пулмасӑр ара, пиччӗшӗ ҫыру яма пӑрахни лӑп пилӗк ҫул ҫитрӗ те. Алӑкран ура ярса пуссанах вӑл: «Ваше благороди, инкек!..» — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ҫав самантрах, ҫӗрле аслати авӑтса, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек, хӑй ҫине тӗлленӗ наган кӗпҫине, Половцевӑн малалла каҫӑртнӑ пысӑк янахне, унӑн пачах мӑчлатман ҫивӗч куҫне, койка ҫинчи Лятьевскин тирпейсӗр кӗлеткине курчӗ. Каблешков ҫилле хыврӗ. Куҫлӑхне икӗ пӳрнипе тӳрлетсе, вӑл мана хулӑм кантӑк витӗр куҫран тӗллесе пӑхатчӗ те, ман ҫамкана вӗтӗ пӑтасем ҫапа-ҫапа кӗртнӗ пек калатчӗ. Мӗншӗн мана аяккалла хӑваласа яраҫҫӗ? Анчах поезд Ярославле 20 сехет те 20 минутра тухса каятчӗ, манӑн тумаллисем пайтахчӗ-ха: а) Слепушкин патне пырса ӗҫе пӗтермеллеччӗ, ҫав ӗҫ хӑех сехет ҫурра яхӑн вӑхӑтӑма йышӑнать; б) наградной отдела кӗмелле — Мускавра чухнех-ха хыпар илсеттӗм мана тепӗр Хӗрлӗ Ялав орденне памалла тунӑ тенине, наркоматра эпӗ документ та илме пултаратӑп; в) ҫула кайма мӗн те пулин тупас пулать: М-овран мӗн илсе килнине, пӗтӗмпе тенӗ пекех, Ленинградра эпӗ хампа пӗр полкра пулнӑ, Балти тинӗс летчикне парса хӑвартӑм; г) билет тупмалла пулать, ку ӗнтӗ ытла чӑрмантарас та ҫук-ха, мӗншӗн тесен эпӗ билетсӑр та кайма пултаратӑп. Швабрин таҫта кайса кӗчӗ. Хӑмӑн тарҫӑ хута пӗлменнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах вӑл ман ятлӑ карточкӑна палласа илӗ те камран та пулин малалла ӑнлантарса пама ыйтӗ тесех шутларӑм, ҫырассине те эпӗ юнпа ҫыртӑм. — Унпа каймастпӑр-и эпир? — тесе ыйтрӗ Талькав. — Ку ашшӗшӗн мӗскерле парне пулӗ-ши! Эпӗ Оперов пӗр сӑлтавсӑрах сивӗннинчен тӗлӗнтӗм. Анчах pour un jeune homme de bonne maison хысна шучӗпе вӗренекен студента Оперова йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшасси килӗшӳсӗр тесе шутларӑм, вӑл манран сивӗнни шел пулин те, ӑна урӑх чӑрмантармарӑм. Вӑл 79-мӗш номерлӗ ҫуртра килкартине пӑхса тӑраканскер, паллах ӗнтӗ, Розалия Наумовнӑна та, Катьӑна та питӗ лайӑх пӗлнӗ. Эпӗ вӗсене шырарӑм, кунӗн-ҫӗрӗн утрӑм, утрӑм. — Иван Витальевича вӑл мӗн каланине пӗлетпӗр эпир. Пуринчен ытла ӑна, пӗр каҫрах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ опытсӑр вылявҫӑ евӗр, сасартӑк, питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та питӗ илӗртӳллӗн, ним начарри те пулман пекех, хитре, илемлӗ Ромашов подпоручик генерал умӗнчен церемониаллӑ маршпа ҫав тери лайӑх иртнӗн мӗнпурин мухтавне тивӗҫ пулнӑ, халь хӑй те юлташӗсемпе пӗрле офицерсен пуххин ҫутӑ столовӑйӗнче кула-кула, ахӑлтата-ахӑлтата хӗрлӗ эрех ӗҫсе ларнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ. — Питӗ тӗрӗс, — терӗ полицейски. — Мӗншӗн апла? Санин тӗлӗнсе кулса ячӗ те, ӑна пилӗкӗнчен ҫӑмӑллӑн ыталаса французсен; «Le ocn ust tirе-еl faut le bocre» (вырӑсла: «Лава кӳлӗнтӗн тӗк, йывӑр тесе ан кала») — текен сӑмахне аса илтерчӗ. Кунта ҫынсем сайра хутра ҫеҫ пыркалаҫҫӗ. — Гаремра. Мӗнле тавӑрас ӑна? мӗнле хӑтӑлас унран? унччен ним те пулман пек туса, ҫакна пӗтӗмпех мӗнле тӳрлетес? — ҫакӑн пек шухӑшсем пуҫа пиншерӗн киле-киле кӗреҫҫӗ. Унӑн чӳречисем пурте уҫӑ. Вӗсем пӗрне-пӗри йывӑр чышкӑсемпе тӑрӑнтара-тӑрӑнтара илсе пӗр-пӗрин ҫинелле сикме пуҫларӗҫ: пӗр виҫ-тӑват минутран хамӑрӑннисем те, ючӗсем те хӗрӳленсе кайсах кӑшкӑрма пуҫларӗҫ. Хӑшпӗр паллӑсем тӑрӑх, эпӗ ҫав ӗҫе хам пиччесемех тунине чухласа илтӗм. Пурте пӗр евӗрлӗ пулсан, пӗр-пӗринчен мӗнле уйӑрса илмелле-ха тата вӗсене? Хыр хӑмасенчен ҫапса тунӑ сӗтел хушшинче, ҫурта ҫутинче, хӗрӗхелле ҫитнӗ хӗрарӑм темӗн ҫыхса ларать. — Вӑл пачах кирлӗ мар сӑмахсем, унсӑр пуҫне тата тирпейлӗ обществӑра хӑвна ху ҫавӑн пек тытни вӑл пит те килӗшӳсӗр. Кунта Нансенӑн «В стране льда и ночи» кӗнеки те, «Лоции Карского моря» кӗнеки те тата ыттисем те пур. Манӑн темшӗн ӑшӑм ҫунать. Кунтан кайиччен манӑн санпа пӗрле ытларах пулас килет. — Эсӗ ӑҫта! — тесе кӑшкӑрать кукамай таҫтан ҫӳлтен. Ҫав кӗнекесем ман чуна чухӑн та йӳҫӗ пурӑнӑҫран тӑрса юлнӑ тасамарлӑхран ҫуса тасатрӗҫ: эпӗ лайӑх кӗнеке вӑл мӗн иккенне тулса илтӗм, вӑл маншӑн пит кирлине те ӑнлантӑм. Виҫӗ хут кайса килчӗ ӗнтӗ, анчах вӑл Пиза хулинче пулнине шанмастӑп эпӗ. Эх! епле татса тӑкӑттӑм умри тӑшмана… анчах та туятӑп — чӗремре халӗ курайманлӑх валли вырӑн ҫук. Вӑл — ҫынсем ҫинчен каласа систерни пулать, кӗнеке! — Вилчӗ ҫав. Малта лашисене харӑссӑн уттарса ахаль тумтир тӑхӑннӑ гусарсем пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн кольчуга тӑхӑннӑ ляхсем, унтан тимӗр кӗпе тӑхӑннӑ, аллисене вӑрӑм сӑнӑсем тытнӑ воинсем, унтан пуҫӗсене йӗс ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ляхсем, унтан кашни хӑйне евӗр тумланнӑ чи пуян шляхтичсем уйрӑмӑн пыраҫҫӗ. — Эй, хӗрарӑмсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл вырӑнӗнчен тӑрса. Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен рабочисемпе нумайӑшпе паллашрӗ, каҫсерен ҫамрӑксен вечерӗсене ҫӳрерӗ, ҫапла майпа вӑл депори слесарьсемпе хӑма ҫуракансем хушшинче ҫирӗп ушкӑн пуҫтарса чӑмӑртарӗ. Кӗске вӑхӑтлӑха та пулин хӑйӗн чӗлхине ирӗк парас пулать, пӗр пек инкек курнӑ юлташпа йывӑр ҫӗклеме те пӗрле валеҫмелле. Тепӗр икӗ сехетрен эпир хамӑрӑн вилнӗ юлташа сӗтӗрсе тухрӑмӑр, нарта ҫине вырттартӑмӑр. «Вӑт еплерех ӗҫ кӑлартӑм! — тетӗп. Унӑн сӑн-пичӗ туртӑнса ларчӗ, куҫ хупаххи, йывӑрланса, мӑкӑрӑлчӑк куҫӗ ҫинелле анчӗ, куҫне ҫурри таранах хупса лартрӗ. — Ҫул май, — терӗм эпӗ. Петрӑн ҫывӑрас килмест, хутран-ситрен вӑрӑмтунасем ҫырткалаҫҫӗ, стена хыҫӗнче виҫӗ саспа темле ҫынсем мӑкӑртатрӗҫ; Нӳрӗ тута сӗртӗннӗ чухнехи евӗр, паянхи ӗҫкӗн йӗрӗ-йӑхӗ туххӑмрах мимӗрен шӑлӑнса ывӑтӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ вара ӑна. — Вӑл тӑххӑрмӗш ӗмӗрте пурӑннӑ, — тӳрлетрӗ ӑна Инсаров. Эпир пур, тул ҫутӑличченех тӑрса сухалама тытӑнатпӑр. — Мӗнех вара? Хӑй ларнӑ вырӑнти хӳме пит лутра иккенне, аршӑн ҫурӑран та ҫӳлӗ маррине вӑл халь тин курчӗ. Эпӗ ӑна: «Ан та чӗркуҫленсе лар! Казаксем калаҫнӑ сасӑсем уҫҫӑнрах илтӗнеҫҫӗ, сывлӑшра тытӑнса янӑраса тӑраҫҫӗ. Княгиня ирӗксӗртен пек кулса ячӗ (каярахпа эпӗ вӑл урӑхла кулма пултарайманнине асӑрхарӑм). Сире ҫӑлас тесен, ман ӑна аркатас пулать. Степан кӗлеткине вӑраххӑн тӳрлетсе арӑмӗ ҫине пӑхрӗ те, такама ыталасшӑн пулнӑ пек, аллисене сывлӑшра саркаласа илчӗ… — Нойпа пӗрле эпӗ хам пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна мӗнпур мегатерийӗсене, птеродактильсене тата ытти потопченхи чӗрчунсене ирӗксӗрех илтернӗ пулӑттӑм. — Вӑт мӗнлерех нӗрсӗр! Вӑл пӗлсех тӑратчӗ-ҫке савнӑ Бойчона хӑех ҫӑва ҫинелле тӗкнине, юратупа телей ҫӑл куҫӗ йӑлтах типсе ҫитнӗ пулсан эппин, тинех ӑна кун курасси те тарам. Контроль комиссинче, хӗр каласа панисене ҫирӗплетмелли хутсем ҫук пирки, Файло айӑпран хӑтӑлса юлать, анчах Павел хӑй енчен хӗр сӑмахӗсене ӗненет. Ермолай, ытлашши нумаях вӗренменскер, вуҫех те ҫепӗҫмарскер, ӑна «эсӗ», тесе чӗнме тытӑннӑччӗ. Ҫынсем хытӑ калаҫма та хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен кӑшт сас пулсанах сывлӑш кисреннипе вӗсен пуҫӗсем ҫинчен ҫичҫӗр-сакӑрҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче капланса тӑракан юр кӗрчӗсем ишӗлсе анас пекех туйӑнаҫҫӗ. Иван Иваныч пулмасан, хунӗшӗ те нимӗн те тӑвайман пулӗччӗ. Юратмаҫҫӗ ӑна, анчах кӑлӑхах юратмаҫҫӗ! Ҫак сӑмахсене калакан ҫын вӑтӑр ҫулалла ҫитнӗ. Сӑмахран, мӗн тӗрлӗ хумханса кӗтсе илетпӗр эпӗр кунта почта килес куна: ытларикун е эрнекун пирӗн полк канцелярине офицерсем лӑках пырса тулатчӗҫ; хӑшӗ укҫа, хӑшӗ ҫыру, хӑшӗ хаҫат кӗтетчӗҫ. Илья хӑй те ытлашши ҫепӗҫленсе кайнӑ, ашшӗпе амӑшне «эсир» тет, аллисене кӗсйине чиксе ҫӳрет, килте хӑйне хӑй хӑна пек тыткалать, шӑллӗне антӑхса кайсах макӑрмалла йӗкӗлтет, аппӑшне те пӗрмаях темпе ҫав тери тарӑхтарать, лешӗ, нимӗн тума аптраса ҫитсе, ӑна кӗнекесемпе перет, пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне питӗ йӗркесӗр тыткалать. Револьвер ҫулӑмӗн ҫуттинче вӑл Джойса палласа илнӗ, анчах вӑл револьверне авӑрлама ӗлкӗреймен. Вара вӗсем тӑваттӑшӗ те:— Тӗрӗссипе каласан, а — ба-ачушки! — тесе харӑссӑн кулма тапратрӗҫ. — Ак сана ҫакӑнта кӑкарӑпӑр. Мӗн тӑвас манӑн ун патне кайса! Сирӗн ҫинчен те пысӑк калаҫу пулса иртрӗ. Йӗрӗ тӳрех кайман, тӗмӗсем хушшипе кукӑр-макӑр явӑнкаласа пынӑ. Хӑш чухне, ӳсентӑран тавраш ӳсмен вырӑнпа пынӑ чухне, йӗрӗ аяккалла пӑрӑнса кайнӑ. Калла тавӑрӑнсан мисс Сетбин сӗтелӗ ҫине вӑл икӗ сентлӗ пин марка кӑларса хунӑ. Ун умӗнче ҫӑра лапша тултарнӑ вӗрҫӗнӗ котелок. — Эпир яланах лайӑхраххине тивӗҫлӗ. Эпӗ боцман урисем ҫине пуҫпа ҫав тери хытӑ пырса ҫапӑннипе шӑла шаклаттарса илтӗм. Том ӑна мӑйӗнчен ярса тытрӗ те йӑпатса ҫавӑрма пуҫларӗ:— Бекки, халӗ ӗнтӗ пурте пулчӗ, — чуптумалла ҫеҫ. Ун пеккине ҫӗр ҫын хушшинче пӗрре тупаймӑн, апла пулсан пин ҫын хушшинче шыра… Розарио Мартинес генералпа Порфирио Диасӑн салтакӗсем; вилӗм кӳрекен пӑшалсем, рабочисем хӑйсен чӑтӑмлӑхӗсене хӑйсен юнӗсемпе ҫуса тасатмасӑр вилӗм кӳме чарӑнма пултарайман пӑшалсем! — Сержант юлташ! — Анчах манӑн хутсем… мӗн тумалла-ха ман вӗсемсӗр? Анчах… мана санпа пыма юрамасть эпе священник. Пӗтӗмӗшпе илсен те, чухӑнсем пирки каланисенче ӑнланмалла марри нумай. Виҫӗ ямски лаша кӳлнӗ тӑрантас курӑнса кайрӗ; тӑрантас ҫинче студент картузӗн кӑшӑлӗ, хаклӑ ывӑлӗн паллакан сӑн-сӑпачӗ курӑнчӗ. — Аркаша! Героизм вӑл — ӑнсӑртран пулакан япала мар, организаци. Вӑл ҫыру ҫырчӗ, анчах ӑна ямарӗ, мӗншӗн тесен вӑл мӗн калас тенине ҫапах та никам та ӑнланайман пулӗччӗ тата, Оленинсӑр хӑйсӗр пуҫне, кама та пулин ҫавна ӑнланма та кирлӗ пулман. — Ҫак Ромашов кунта килнӗренпе, — терӗм эпӗ, — сехет ҫурӑ пулать, вӑл мана акӑ мӗн тума сӗнчӗ: пӗрремӗшӗ, эсир Татаринов капитанӑн экспедицине вӑрланӑ, иккӗмӗшӗ, хӑвӑр пурнӑҫӑрта тахҫан тата темӗн-темӗн туса хӑтланнӑ, вӗсем ҫинчен эсир анкетӑрсем ҫинче кӑтартмасӑр хӑваратӑр, Ромашов мана ҫавсем ҫинчен тӗрес кӑтартса паракан материалсене пӑхса тухма сӗнчӗ. Ҫӑварне карса хӗрачана пӗр хусканмасӑр куҫран пӑхаканскер, вӑл чӑнах та кулӑшла ҫын пулнӑ. Шикленӳллӗ ҫын медицина кӗнекине вуланӑ чух мӗнпур пулма пултаракан чирсен паллисене хӑйӗнче тупнӑ пек, эпӗ хамра кӗнекесенчи мӗнпур вӑйлӑ туйӑмсем пуррине, манпа ҫырса кӑтартнӑ сӑнарсем, геройсем, вӑрӑ-хурахсем хушшинче пӗрпеклӗхсем тупӑннине куртӑм. — Анчах та, — терӗ Паганель. — ҫанталӑк улшӑнасси ҫине пирӗн нимӗн те ӗмӗтленсе тӑмалла мар. Икӗ сӑнавҫӑ телеграф юпине пӗри 1 000 метртан, тепри — 998 метртан пӑхсан, ҫавӑн пек пулать: юпа вӗсемшӗн пӗр пек: инҫетрех ларать. Ракета сывлӑшсӑр пушлӑхра вӗҫет. Ун ӑшӗнче двигательсем ӗҫлеме пӑрахнӑ ӗнтӗ, ҫавна пула кӗрлени те илтӗнмест. Атомпа ҫунакан япаласене перекетлемелле. — Тен вӑл ҫак пушхирсенче аташса… Гресси Миллер ҫав шӑматкунах кухньӑри вучах ҫине ӳксе шутсӑр пиҫсе кайман-и-ха? Кунта ӗнтӗ пӗр хӑйӗн хуйхине пула ӗсӗклени кӑна мар, суккӑр асапӗ ҫеҫ те мар. — Эсӗ те питӗ аван, — терӗ манӑн сунарҫӑ, пуҫне Владимир еннелле пӑрса: — мӗне пӑхрӑн? «Эпӗ ӗнтӗ Хӗрлӗ Ҫар воинӗсем валли пилек мӑшӑр алсиш ҫыхса патӑм. — Кама малтан тыттарас?.. Тытнӑ та ӗнтӗ! Вигвамра вӑл ӑтӑр тирне сӳсе ҫӗр ҫине типӗтме сарса хунӑ. Кӗреке хыврӗҫ, хӗрлӗ питлӗ ҫӳлӗ хӗр кофе пырса пачӗ. Вӑл пӗтӗмпе хуп-хура тумланнӑччӗ, анчах ҫакна никам та асӑрхаймарӗ. Грот-мачта умӗнче чарӑнса кӗсъерен пистолета кӑлартӑм та, ӑна тӗллесе собачкӑна пусрӑм. Гэндс тӳрех ман ҫине килет. Кукушкина ку ҫав тери тарӑхтарса ячӗ. — Ахалех… вӑл ҫавӑн пек тӑрӑхлакан ҫын! — Ҫапла, Мак-Набс, аллӑран кая мар. — Ывӑннӑ-и? — кӑмӑлсӑр пек пулчӗ амӑшӗ, сӑмаварпа тӑрмашма тытӑнса. — Пӗлместӗп, — ответлерӗм эпӗ, вӗсем Володя мӗншӗн тухнине тавҫӑраҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшланӑран хӗрелсе. — Ак ҫакӑн ҫинчен эсир мӗн калӑр вара? Чунӑм ҫавӑнтах хӗпӗртенӳпе ҫӗкленчӗ, каласса та эпӗ ҫирӗпрех те ӗнентеререх калама тытӑнтӑм. — Ҫапла, ҫав хурамшаскер. Сарӑ куҫлӑхлӑ мур! Вӑл сӳрӗккӗн калаҫать, анчах сасси, уйрӑмӑнах р тата л сасӑсене уҫӑмсӑррӑн калани, питӗ кӑмӑллӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче таверна хуҫи ҫакна хытӑ палӑртать: Морис Джеральд та, Генри Пойндекстер те йӑлтах урӑ пулнӑ, анчах иккӗшӗ те пит вӗчӗрхенсе кайнӑ пек туйӑннӑччӗ. «Пӑх, пӑх, кунтах вӑл! — терӗ хӗр питӗ хӑвӑрт». — Шуйттан хыпса ҫӑттӑрах ҫав пур пӑлхавҫӑсемпе пӗрле! Хальхи вӑхӑтра питӗ ҫирӗп тыткалани кирлӗ. Кунта вара ҫамрӑк козаксем ҫапӑҫӑва кӗрсе хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Вӗсем вӑйсӑр тӑшмана ҫаратса пуясси ҫинчен шутламаҫҫӗ, хӑйсене ваттисен умӗнче кӑтартса парассишӗн ҫеҫ, чаплӑ лаша ҫине утланса епанча ҫаннисене ҫилпе вӗҫтерсе пыракан чӑрсӑр та вӗҫкӗн ляхпа пӗчченех ҫапӑҫӑва кӗрессишӗн ҫеҫ ҫунаҫҫӗ. — Коньякпа авантарахчӗ… — тенӗ Фома, хӑйне панӑ типӗ те вӗри алла чӑмӑртаса тата пӗчӗк ҫыннӑн питне тинкерсе… — Эппин кушакӑн мӗншӗн ҫапла калаҫмалла? Анчах акӑ мӗн, ывӑлӑм… канаш пама ирӗк тусамӑр мана… эпӗ суд-йӗр ҫынни… Тӑхӑр пин фут ҫӳллӗшне хӑпарса ҫитсен, ӗмӗрхи юрсен чикки патӗнче, ҫулҫӳревҫӗсем калама ҫук илемлӗ мӑклӑ качакасем кӗтӳ-кӗтӳпе ҫӳренине курчӗҫ. Ака каҫхи апат илсе килтӗм. Сулахайра пӗр илемлӗ пӳрт ларать, ун карнизӗ ҫумне ҫапса хунӑ виҫкӗтеслӗ хӑма ҫинче римски цифрӑсем, пӳрт крыльци умӗнче салтаксем тата юнланса пӗтнӗ носилкӑсем тӑраҫҫӗ, — ӑҫта пынӑ унта вӑрҫӑ лагерӗн кӑмӑла сивӗтекен йӗррисене куратӑр эсир. Вӑл паян питӗ ывӑннӑ пулмалла, мӗншӗн тесен йывӑррӑн утса пычӗ. Анчах хӑйӗн тӗлӗнмелле туйи ҫине тайӑнмарӗ. — «Ирӗклӗх е вилӗм» тесе ҫырнӑ, господин. Часах виҫҫӗш те стена урлӑ каҫрӗҫ, хаяр игумен куҫӗ тӗлне пулнӑ пулсан, леш вӗсене пӑшалпа персе пӑскӑртмашкӑн та шухӑшласа тӑрас ҫукчӗ пуль, енчен ӑнсӑртран, чӳречерен пӑхса ют ҫынсене курнӑ пулсан, унран та хӑраса тӑмӗччӗҫ. Юланутсем хӳшӗ еннелле, унта пурӑнакансенчен пӗри пӗлми ӳссӗр выртнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ. Бобетинский поручик тиншӗкне катехизиса вӗрентнӗччӗ те, лешӗ вара нимӗнпе ҫыхӑнман, мӗн-пуринчен татӑк, чи-чи тӗлӗнмелле ыйтусене те тавӑрса ҫех тӑратчӗ пӗр такӑнмасӑр: «Мӗншӗн хаклӑ ҫак виҫҫӗмӗшӗнчен?» Ҫакӑнтан тухса кайнӑ та ӗнтӗ унӑн — Иманус текен ирсӗр ячӗ. Курсантсем Капустин тӗнчери лару-тӑру ыйтӑвӗсемпе тӑвакан лекцисене итлеме юратнӑ, мӗншӗн тесен вӑл, сӑнтан пӑхма илемсӗртерех те лутра ҫын, лекцисенче хӑйне итлекенсене ҫӗклентерме, вӗсене хӑйсем аслӑ вӑрҫӑ участникӗсем пулнӑшӑн мӑнкӑмӑллӑхпа тулма хавхалантарнӑ. — Халӗ вара, — терӗ вӑл, — эпӗ хушнине асту: вырт, чӑлах, ан хускал. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, унтан, халӗ ӗнтӗ юриех хӑйне ӳсӗр ҫын пек тыткаласа, тайкаланса, шкул алӑкӗн урати ҫинче ларакан пӗр хӗр патне пырса ларчӗ, пуҫне ун чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ… Хайхи икӗ ача ҫине кураймасӑррӑн пӑхса илчӗ те вӑл, терраса ҫине хӑпарса кӑкшӑмне лартрӗ, унтан алӑкне питӗрсе илсе, икӗ сехет хушши килте курӑнман Женьӑна шырама тухса кайрӗ. Асӑрхавлӑрах пулас тесе, вӗсем пӗр ҫӗре чӑмӑртанса пычӗҫ, карабинӗсене лайӑх авӑрласа тытрӗҫ, хӗвелтухӑҫӗнчен курӑнакан аякри сӑртлӑ айлӑм ҫинчен куҫӗсене те илмерӗҫ. — Кун пек асӑрханса тӑни, маншӑн пулсан, ытлашши мар пек, — тесе хӳтӗлерӗ ӑна Гленарван. — Суян эсӗ, суеҫӗ, — терӗ вӑл ҫилӗллӗн. Пӗшкӗнкелесе, Юргин хӑйӗн окопӗ патнелле ыткӑнчӗ, — вӑл астуса илчӗ: унта пӗр ҫыхӑ граната выртатчӗ. — Санӑн уҫӑласчӗ пӑртак, Андрюша! Хӗрлисен командирӗсем мӗнлескерсем-ха? Кӑнтӑрла пурӑнса ирттерни ҫинчен, темле, сӑмахсемпе каласа памалла мар пачах та ют туйӑмсем ҫинчен ҫӑмӑллӑн шухӑшланать. Эпӗ ӑна тултарса хутӑм, пӑчкӑ кӗрпи ан курӑнтӑр тесе, ҫиелтен тӑпра витрӗм. Вӗсем пӗр сӑмах хушмасӑр примус ҫине пӑхса ларчӗҫ. Патшашӑн пирӗн работниксем пулмалла, сыснасем мар. Халь ҫӗнӗ уйӑх, ҫавӑнпа шыв пит тулса каяс, вӑл ту пуҫланнӑ ҫӗре, эппин, ту хӑвӑлӗ патне те, ҫитес хӑрушлӑх ҫук. Калӑпӑшӗпе вӑл Ҫӗртен 20 хут пӗчӗкрех. Анчах унччен вӑл, электричествӑпа ҫӳрекен телеграфа кӗрсе, Лондона ҫакӑн пек питӗ васкавлӑ телеграмма ячӗ: Глазгоран тухса кайнӑ виҫӗ мачтӑллӑ карап «Британипе» Грант капитан ҫинчен пӗлес текенсем Эд. Ку вӑл шӑп та шай — Гаррис Негорӑна каланӑччӗ ун ҫинчен — Ибн-Хамис пулчӗ. Тӑкӑрлӑк сулахаялла пӑрӑнчӗ, кӗтесрен ҫаврӑнса тухсан, амӑшӗ тачӑ ушкӑнпа тӑнӑ ҫынсене курчӗ; такам вӑйлӑ сасӑпа хыттӑн каларӗ: — Пӗр алхасасшӑн кӑна, тӑвансем, штык ҫине кӗрсе каймаҫҫӗ! Пуллине хамах туртса кӑларатӑп. — Мӗнле ответлес-ха манӑн, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп вӗт-ха? — тата шӑппӑнрах ыйтрӗ Лена. Ярцевӑн аллисем халь те-ха ахаль чухнехи пек мар, темле чир тытнӑн чӗтрени тӗлӗнтерчӗ ӑна. Гленарван ҫӗре ӳкрӗ. Пенӗ сасӑсем вӑрманта та илтӗнчӗҫ. Джон Мангльспа матроссем, кӗтмен ҫӗртен пулса тӑнӑ ӗҫрен пирвайласа нимӗн тума пӗлменскерсем, Бен Джойс ҫине сиксе ӳкрӗҫ. Анчах чее преступник вӗсен аллинчен вӗҫерӗнсе тарчӗ. Ӑна камед йывӑҫҫисен вӑрманӗн хӗрринче бандитсем кӗтсе тӑнӑ. Ун ҫине мӗн чухлӗ пӑхсан та, вӑл та, пикам та Негоро тупса панӑ юмахӑн тупсӑмне тупаймарӗ. Пӗртен-пӗр тухса кӗмелли вырӑн форт картишӗпе храм ларакан лаптӑк хушшинче кӗпер вырӑнӗнче шутланса тӑракан алӑк умӗнчи хӗсӗк ҫӗр кӑна пулать. Анчах ӑна та хӗҫпӑшаллӑ туземецсем хытӑ сыхласа тӑраҫҫӗ. Кӑтра ҫӳҫлӗ, кукӑр ураллӑскер… — Ҫук, курман. Кунран та ытларах, дисциплинарлӑ уставӑн 149-мӗш статйи судра мӗн-мӗн пулса иртнине никама пӗлтерме юраманни пирки тӗп-тӗрес те уҫҫӑн ӑнлантарса парса, ҫирӗппӗн чарнине пӑхмасӑр, чыслӑх сучӗн членӗсем чӗлхе вылятмасӑр, пакӑлтатмасӑр-сӳпӗлтетмесӗр те тытӑнса тӑраймарӗҫ, ҫакӑ вара питӗ те пысӑк йӑнӑшчӗ. — Ухтарӗҫин! — лӑпкӑн хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ. Унӑн халех мӗн те пулин тӑвас, ӑҫта та пулин каяс, ывӑниччен ҫӳрес килчӗ. Гимназистсем ахӑлтатса кулаҫҫӗ, Илья — бархат пек, ҫемҫен те сахал, Мирон типпӗн те тӑрӑхларах кулать. — Вӑл лавкка патне пычӗ. — Пӗлетӗп: вӗсем чӑн-чӑн тискер кайӑксем. Ҫапах та Ерофей Лопухов кашни ҫуркуннех унӑн крыльци умне пырса тухнӑ. Нумай пулмасть питӗ кирлӗ ҫӗрте хӑв ытлашши ҫын пулнине туйса илме йывӑр, анчах шӑпана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхмасӑр пӑрӑнса иртсе каясси тата йывӑртарах. Пире шыравпа хавха йӳтӗмӗ ӗмӗрӗпех, ӗмӗрӗпех таҫталла ӑнтӑлма хистет. «Нивушлӗ вӑл тем систерсе каларӗ-ши? — хамран хам ыйтрӑм эпӗ, — кама, мӗн систерсе каларӗ вӑл? Хуласемпе ялсем, вӑрмансем, уйсем, улӑхсем ялкӑшса ҫунма тытӑннӑ. Сехри хӑпнӑ ҫынсем ҫунакан ҫурчӗсене пӑрахса тарнӑ та хӑрушӑ инкеке чарма ыйтса турӑсен ашшӗне Зевса йӑлӑннӑ. Галерейӑн яри уҫӑ чӳречинчен «Патша пурнӑҫӗшӗнри» увертюрӑн малтанхи кӗрлевӗсем кӑрӑлтатса, кӗмсӗртетсе кайрӗҫ те, вӗсемпе пӗр харӑссӑн та килӗшӳллӗн ҫуртасен чӗлхисем ҫӳлелле тата аялалла авкаланса-явкаланса илчӗҫ. Кӑсӑк мӑшӑр пулать — интеллигенткӑпа рабочи! Кам пӳрчӗ-ши ку? Демократи ҫинчен калаҫҫӗ. Воропаев ҫапла шутлать: Корытов вӑл пӗччен ӗҫлеме юратать. Инҫетрех те мар, ҫӑмӑл ҫуначӗсемпе чӗнтӗрлӗ ункӑсем тӑва-тӑва ҫаврӑнса, чӗкеҫ шилетет, хурт-кӑпшанкӑсем сӗрлеҫҫӗ, тата, ҫак сасӑсене витерсе, таҫта, тӳремлӗхре, сухаҫӑ хӑйӗн вӑкӑрӗсене хӑваласа тунсӑхлӑн тӑстарса кӑшкӑркалани илтӗнет. — Ҫук. Ку ҫын ӑна ҫынвӗлерен тесе шутланӑ пулмалла. Сасартак лавҫӑ ура ҫине сиксе тӑчӗ, лашине хистеме тытӑнчӗ… Лаши пӗрех туртӑнчӗ те ҫыран хӗррипе вӗҫтерчӗ. Сковородниковпа Даша инке таҫта аякка тӑрса юлчӗҫ. Стрем айлӑмӗнчи ялсем вут-хӗмпе ялкӑшасса кӗтни харама кайрӗ. Ҫакӑн пек вӗрентӳллӗ курӑнӑҫсемпе губернаторӑн праҫникӗ те пӗтрӗ. Хӑйӗн сӑмахне вӑл суя сӑмах вырӑнне йышӑнччӑр тенӗ чухне ҫеҫ тӗрӗс каласа парать, анчах вӑл хӑйӗн суя сӑмахне тӗрӗс сӑмах вырӑнне йышӑнччӑр тенӗ чухне кӑна суять. Унта ҫӗр айӗнчи ҫул та пур. 1870 ҫулхи октябрь уйӑхӗнче Стэнли пӗр иккӗленмесӗр, ытлашши сӑмах вакламасӑр, чӑн-чӑн паттӑрсем пек, Бомбейра карап ҫине ларнӑ та Занзибара ҫитнӗ, малалла Спикпа Бертон пынӑ ҫулпах кайнӑ. Ҫул ҫинче чӑтма ҫук нумай асап тӳссе, чылай чухне аран вилӗмрен ҫӑлӑнса, вӑл юлашкинчен Уджиджие пырса ҫитнӗ. Килӗ уншӑн — монастырь пек, вӑл унта турра асӑнса ҫеҫ пурӑнать пулӗ, тен. — Хӗвел анасса кӗтсен, пирӗн нумайччен ҫывӑрасси пулмасть! — Астӑватӑн-и, Тихон, Седовпа унӑн юлташӗсене арестлерӗҫ? Ывӑл! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, тӗлӗннипе каялла чакса, аллисене лӑштӑрах усрӗ. Вӑл ӑшшӑн кулнипе старикӗн хаяр та мӑнаҫлӑ чунӗ ҫемҫелчӗ, вара Радуба панӑ чух вӑл хӗрачана чуптуса илчӗ. — Ҫӗлентен те усалтарах-и? — терӗ Фелим, ним тума пӗлмесӗр. — Вунпӗр ҫулта. Вӗсем татма тӑрӑшнӑ задачӑсем маншӑн паллӑччӗ, ҫавӑнпа та ҫав задачӑсене ӑнӑҫлӑн татассишӗн эпӗ хам та интересленнине туяттӑм. Сыв-пул, тӑванӑм! Анчах майор куҫхаршине те сиктермерӗ. Шуйттан уйӑх вӑрланине Диканькӑра никам та курмарӗ. — Мӗн тӑвасси пур унӑн! — ассӑн каланӑ Люба. — Кама петӗн, Лукашка? — Питӗ лайӑх, — терӗм эпӗ. — Мӗн? — Эпир перӗшетпӗр. Анчах та асӑрхануллӑн пул вӗсемпе… — Мӗнтен телей вара манӑн, старши лейтенант юлташ? Вут хӗлхемӗ тӗрлӗ еннелле чашкӑрса саланчӗ, тимӗрҫ лаҫҫи тӗттӗм кӗтессисене вӑхӑтлӑха ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ. — Ку ӗнтӗ вӗҫкӗнлӗхе пула пуҫа арӑслан ҫӑварне чикни пулать. — Акӑ, хӑвӑрах куратӑр! — Ҫапла. «Родина» журнал ҫумне хушса кӑларнӑ пӗр-пӗр князьсен, графсен ҫемьери пурнӑҫӗ, юратӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене вуланӑ чух вӑл пӗтӗм графсем, князьсем хайӗн кӳршинчех пурӑннӑ пек шутлатчӗ. Медынская тарҫисем Фомана лайӑх пӗлнӗ, ҫавӑнпа та:— Килте-и барыня? — тесе ыйтсанах, горница хӗрӗ ӑна:— Килте, иртсемӗрех… — тесе, хӑна пӳлӗмӗ енне кӑтартнӑ. Тӳррине тӳрех калам — сан тарҫу пулатӑп. Теприн ҫинче — шакла пуҫлӑ ҫамрӑк ача, кӗпине хывнӑ, тарланипе хӑй ҫу сӗрнӗ евӗрлех, хӗвел ҫинче хӗҫ пек йӑлтӑртатать. Вӑл пӗр ҫырлине татса илчӗ те ҫисе ячӗ. Дик Сэнд пуҫӗнче шанчӑксӑр шухӑш вӗлтлетрӗ, Том сӑмах хушсан вара ҫирӗпленсех ҫитрӗ. — Вӑт тӗлӗнмелле, Дик мистер! Манӑн канӑҫсӑр ӗҫри чи хавасли вӑл — чирлисем сывални. Пӑхсан — вӑл ҫӗр ҫийӗпе ӑна юратнӑ пирки кӑна утнӑ пек, ытти пур ӗҫсене те вӑл юратнӑ пирки тунӑ пек туйӑнать. Ҫур ҫӗр иртни виҫӗ сехетре хӗвеланӑҫӗнче инҫетре темле уҫӑмсӑр шав илтӗне пуҫларӗ. — Аван пулмасӑр, сэр. Кама тесе шутлатӑн? Анчах кайӑксем ӑна лӑплантараймаҫҫӗ. Вӗсем вӑл пӗччен, тӑр-пӗччен пулнине ҫеҫ туйтараҫҫӗ. Аслӑ Артамонов урайӗнче, ҫӳхе кӑна хытӑ тӳшек ҫинче выртать; ун ҫывӑхӗнче пӑр тултарнӑ витре, квас бутылкисем, теркӑпа сӑтӑрса вӗтетнӗ хреньпе хутӑштарнӑ йӳҫӗтнӗ купӑста хунӑ турилкке ларать. — Аппу чирлӗ… вӑл та ҫӗр ҫинче нумаях пурӑнас ҫук. Эпӗ пуп килҫуртне таврӑнтӑм. Пире тухса кайма мӗн кирлине пурне те хатӗрлесе ҫитернӗ; эпӗ тек вӑхӑта ирттерсе тӑрасшӑн пулмарӑм. Ашшӗ йывӑррӑн сывлать, аллисене вӑл клеще пек хӗссе тытрӗ; хӗрӗ тата ытларах тархасла пуҫларӗ. — Мӗншӗн тесен, вӑл, пӗртен-пӗр тӗрӗсси пулсан та, пире Грант капитана ҫӑлма пулӑшас ҫук. Мана хама кайма юрамасть, Серёжӑн ӑна шыраса тупмалла. Халлӗхе вӗсене ҫаплах шӑмма витекен ҫил чӗпӗтет, ҫумӑр йӗпетет. Малтанхи вӑхӑтсенче, вӑл вӑраннӑ пек пулса арӑмне чӗнсен, арӑмӗ ҫав самантрах пынӑ, вӑл яланах таҫта ҫывӑхрах пулнӑ, анчах паян — пулман вӑл. Мана княгиня патне чӗнме лакей килчӗ, — чирлӗ тесе калама хушрӑм эпӗ. Пачах урӑхла, вӑл малалла тӗллесе пӑхнинче мӑнкӑмӑллӑ юратун чӗвӗнӗ, хӑйӗн ӑмӑрткайӑкне кӗтсе тӑракан ӑмӑрткайӑк амин чӗнӗвӗ палӑрса тӑрать. Олеся пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, пичӗ унӑн майӗпен пӗтӗмпех ачаш ӗшенчӗклӗ кулӑпа ялтӑраса ҫуталчӗ. Эпӗ грот-мачта патне пытӑм. Эпӗ пакура, пӗчӗк ачана тытнӑ пекех, аллӑма илтӗм. Лури мана ухмаха ернӗ тесе шутларӗ, ахӑр, урисене ҫӗре тивертмесӗр тенӗ пекех, тухтӑр патнелле ыткӑнчӗ. Савнӑ аппам! — тесе кӑшкӑрчӗ Роберт, хытӑ силленекен яхта енне тӑрса аллисемпе хӑлаҫланма пикенчӗ. Тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман пулмалла ун пекки: аран-аран упаленсе пыракан ҫурма вилӗ ҫынпа ун хыҫӗнчен сулланкаласа пыракан ҫурма вилӗ кашкӑр, — хӑйсен аманса, суранланса пӗтнӗ кӗлеткисене пушхир урлӑ аран-аран сӗтӗрсе пыракан икӗ чӗрчун, пӗр-пӗринпе юлашки кӗрешӗве тухрӗҫ те — харпӑр хӑй пурнӑҫӗшӗн кӗрешме тесе, тытӑҫса ӳкрӗҫ. Икӗ енӗпе те шыв ҫинче бук йывӑҫҫисемпе ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем хӗсӗнсе ӳсеҫҫӗ; темле йывӑҫсемпе хупӑрланса тӑракан ешӗл сӑрт ҫамкисем чӑтлӑхран пӗлӗтелле туртӑнса лараҫҫӗ. «Дункан» святой Николай бухтин уҫламӗнчен иртрӗ, ӑна Бугенвиль пӗрре тата «Французсен бухти» тесе каланӑ пулнӑ. Аякра тюлень кӗтӗвӗсем ҫӳреҫҫӗ, хӑш-пӗр тӗлте китсем те пур. Юлашкинчен, «Дункан» Фроуорд сӑмсахӗнчен те иртрӗ, вӑл халӗ те пулин ирӗлсе пӗтмен пӑр катӑкӗсемпе витӗнсе выртать. Мунчи пахча хыҫӗнче, ҫырмара, шӗшкӗ тӗмисемпе вӗт хурӑнсем, йытӑ ҫӗмӗрчӗсем ӳснӗ ҫӗрте ларать. — Вӗсене мӗн? — Каҫхи апат та ҫимест, — терӗм. Ҫуркунне хирсем тӑрӑх типӗ ҫилсемпе пӗрле килсе ҫитрӗ. Софья каллех пирус чӗртсе ячӗ те амӑшӗн питне кӑвак куҫӗпе ним чӗнмесӗр, ачашшӑн ҫутатса ларчӗ. Ылтӑн ҫын эсӗ! Вырӑнӗ калама ҫук кичемлескер, пылчӑклӑскер; кӗркунне ҫӳпӗллӗ тӑм тӑпрана ытла та сӑнсӑрлатса пӑрахнӑ, ӑна урасем ҫумне ҫыпҫӑнакан хӗрлӗ сӑмала пек туса хунӑ. Уэлдон миссис хӑйне мӗн кӗтнине пачах та пӗлмерӗ. Ҫамрӑк капитан ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. — Эпӗ ним те курмастӑп. — Мӗн вара, халь Талькав хӑй те йӑнӑшрӗ, — тесе хирӗҫлерӗ Паганель, кӑштах чӗтренсе. — Мӗнле-ха эсир, пӳрни пулать тенине ӗненме пуҫларӑр-и ӗнтӗ? Ун пек тилӗсем тӗнчипе те урӑх ниҫта та ҫук иккен. Судпа айӑпланисене хуралласа пыракан милиционер Дымока виҫӗ хутчен: «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах лешӗ, пӗшкӗнсе, сухаласа пӑрахнӑ пусӑ тӑрӑх вӑрманалла чупнӑ. Ҫакнашкал ниҫта тухма ҫук хурах пусакан саманара инҫе ҫула епле кайӑн! Аслӑ Артамонов аллине тӑнлавӗ патне ҫӗклерӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан Якова:— Мана беседкӑна утиял, минтерсем илсе пырса пар, тен, унта ҫывӑрса кайӑп, — терӗ те садалла кайрӗ. Кайрӑмӑр. Хӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн те, ҫынсем хушшинчи чышкӑпа татса памалли тавлашусене пыра-пыра хутшӑннӑшӑн та хӗнетчӗҫ. Вӗҫӗмсӗр шуса пыракан пустав ҫине пӑхса-тӑркачӑ вӑл ытарма ҫук картинӑсем курнӑ. — Ну, тӑванӑм, ӗҫ пӗтрӗ. Санин ӑна ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗ. Пирӗн ҫурт патӗнчен иртнӗ чух эпӗ Мери Джейна хуларан ахалех кӑларса ятӑм тесе кулянса пытӑм, мӗншӗн тесен халӗ эпӗ ӑна паллӑ панӑ пулӑттӑм та, вӑл мана ҫӑлма чупса тухнӑ пулӗччӗ, пирӗн ултавҫӑсене тытма пулӑшӗччӗ. Тума вилсех пырать. Унтан, Павкӑран, чаплӑ героях пулас ҫук пулӗ. Ҫӗлӗкне Вологда таврашӗнчи пӗр ватӑ колхозник ярса панӑ, алсине — Мускавра вӗренекен ача. Йӗри-тавра пит нумай чечек ӳсет. Кольхаун шалт тӗлӗнсе кайса ватӑ сунарҫӑ ҫинелле пӑхать. Кусемсӗр пуҫне вӑл сунарҫӑ тата радио ӗҫне вилсе кайсах юратакан ҫын, хӑйӗн хӑрах ӳпки ҫук пулин те, вӑл чирлӗ ҫын иккенне никам та ӗненес ҫук. Вара япӑхланнӑҫемӗн япӑхланса пычӗ. Амӑшне йӑпӑлтатса хисеплессине хӑйӗн тивӗҫӗ вырӑнне хурасси май панӑ таран, чӑтӑмлӑн пурӑнас йӗркене вӑл пӗтӗм ҫемьере сарасшӑн тӑрӑшать. Хӑна пӳлӗмӗнче вӑл, тытӑнчӑклӑн калаҫса, амӑшне юрасшӑн хӑйне чура пек тытать, амӑшӗ мӗн тӑвас тенине йӑлтах тӑвать, Анна Дмитриевна хушнине пурнӑҫламан ҫынсене ятлать, кабинетӗнче тата кантурта вара апат пӗҫерме хӑйӗнчен ыйтмасӑр кӑвакал илнӗшӗн, е кӳршӗ ялта пурӑнакан хӗрарӑм сывлӑхӗ ҫинчен пӗлме Анна Дмитриевна хушнипе хресчене янӑшӑн, е хресченсен пахчара ҫум ҫумлама тивӗҫлӗ хӗрӗсене вӑрманта хӑмла ҫырли пуҫтарттарса ҫӳретнӗшӗн асар-писӗр тустарать. Йӗр ҫинчен вӑл американецран та ыйтмарӗ. Пурте кулса янӑ, унтан Шурӑ Кашкӑра мӗн пулса иртни ҫинчен калама тытӑннӑ. Эпӗ ҫакна хирӗҫ кӗрешрӗм, анчах арӑм хӑйӗнни ҫинчех тӑчӗ, манӑн вара парӑнма тиврӗ. — Выртӑр! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ хӑраса ӳкнӗ сасӑпа. Хӑвӑр вӑя упрасчӗ сирӗн… Кунта та пӗр листи ҫинче патша хӗрӗ Миликтриса Кирбитьевна сӑнӗ, тепӗрин ҫинче Иерусалим хули курӑнать; Иерусалим хулин ҫурчӗсемпе чиркӗвӗсене лаппӑшпех хӗрлӗ краска лекнӗ, ку краска унти ҫӗрӗн пӗр пайне тата алсишӗсене хывмасӑрах турра кӗлтӑвакан икӗ вырӑс мужикне пырса перӗннӗ. Анчах акӑ ӗҫтерме тесен, никама та памасӑр тӑман. Кӑна вӗренесси нимех те мар! — сӑмах хушса хучӗ Джо. — Нимех те мар, — тавӑрчӗ Базаров. Клеще ураллӑ шуйттан ара, вӑкӑрсен мӑйракисенчен йӑлласа илнӗ пӑяв ҫине пырса уртӑнать те пӗр ҫаврӑм туса иличчен вунӑ хут чикелене-чикелене ӳкет! Вӑл — Луганскри пӑравуссем тӑвакан заводра ӗҫлет. Ваттисене улӑштарӗҫ, анчах вӗсен вырӑнне кашни йывӑрлӑх тӗл пулмассерен парти ҫул-йӗрне хирӗҫ урса кайсах тапӑнакансем тӑраймӗҫ. Темиҫе ҫын хӳшше кӗчӗ, анчах тӗттӗм пирки вӗсем пире курмарӗҫ, эпир кравать айне кӗнӗ чух чутах пирӗн ҫине пусмарӗҫ. Ну, юрӗ… Ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килекеннисенчен саккӑрӑшӗ виҫӗмкунах ҫитрӗҫ. Арҫынсем лашасене хӑваласа пама, хӗрарӑмсем япаласем тултарнӑ тюксене йӗнерсем ҫумне ҫыхнӑ, вара лашасем ҫине утланнӑ ҫынсем ҫурҫӗрелле ҫул тытса темиҫе километр хушши тӑсӑлса кайнӑ. Алексей куҫне уҫнине асӑрхасан, хӗрарӑм сӑнӗ ҫуталса кайрӗ, вӑл унӑн одеял айӗнчи аллине тытса чӑмӑртарӗ. Страница хӗрринче вара кӑшкӑру, ыйту паллисем ларта-ларта тухнӑччӗ. Лавсем малалла хускалса кайсан, чиркӳре, кӑнтӑр кӗллине чӗнсе, чан ҫапма пуҫларӗҫ. Барометрӑн ртуть юпи пӗр-икӗ хутчен ҫӳлелле хӑпарма пуҫларӗ, вӑл ҫак темиҫе линие ҫав тери хӑвӑрт ҫӗкленчӗ, анчах ку ҫанталӑк нумай вӑхӑта улшӑнасса, ҫил тикӗсленессе пӗлтермерӗ. Пӗлетӗн-и, мӗскер асӑрханӑ эп ҫынсенче? Ромашов хӑлхисенче тӳрккесле талтлатусемпе юн шавларӗ. Юрать-ха, Талькав вӗсемпе пӗрле. Вӑл пӗчӗк отрядӑн мӗн ҫитменнине пурне те тупса пама пулчӗ. Эпӗ ӑна сирӗнпе лайӑх пуласса, тата эсир ӑна пуринпе те паллаштарасса шанатӑп. Малтанхи страницӑсем хыҫҫӑнах кам ҫӗнтерсе илессине, кам аяла пулассине чухлама пуҫлаттӑмччӗ, пулса иртекен ӗҫсен тӗвви палӑрса тӑрсанах, вара ӑна хӑвӑн фантази вӑйӗпе салтса хума тӑрӑшаттӑмччӗ. — Ҫӑмӑлрах, Евгений, ҫӑмӑлрах; анчах кам пӗлет, вӑл пӗтӗмпех турӑ ирӗкӗнче вӗт — тивӗҫлӗхе туса татсан… Ҫакӑн ҫинчен мана кайран каласа пачӗҫ. Анчах мӗн тума пултарчӗ-ха Дик Сэнд, малтан капитан хушнине те тӑваймарӗ пулсан? Эсир пуян — эпир чухӑн: ҫак сӑмахсемпе вӗсемпе ҫыхӑннӑ ӑнланусем мана ҫав тери тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗҫ. Сирӗн аллӑрта вилнӗ Татаринов капитанӑн ҫырӑвӗ пур. Эсир унпа Кораблева, тӗрӗссипе, пурне те эпӗ сире элекленӗ тесе ӗнентернӗ. Каҫ пулас умӗн Лозневой, Ерофей Кузьмичпа пӗрле, Квейс патне кайса килчӗ. Судьяпа унӑн паллакан ҫыннисем Тома сӑмахлаттарма пуҫларӗҫ, тахӑшӗ вара шӳт туса: «Санӑн ҫӗр айӗнчи шӑтӑка татах кайса курас килмест-и?» — тесе ыйтрӗ. Уншӑн пулсан, хӑть ман укҫа, хӑть хӑйӗн — пурпӗрех, ҫавӑнпа вӑл чӗтрет те… — Кӗтсе пӑхма юрамӗ-ши? Эпӗ ҫуранах килтӗм те питӗ ывӑнтӑм. «Санпа ларнӑ пек мар ӗнтӗ. Тытамакшӑн чӗн тилхепепе хӗнерӗ. Кантӑк умӗнче пӗр телогрейка тӑхӑннӑ, пуҫне тутӑр ҫыхнӑ карчӑк ларать. Куҫӗсене чарса пӑрахса Роберт аппӑшӗ ҫине пӑхса тӑчӗ. — Халех ӑнлантарӑп, Уэлдон миссис. Куртӑм ӗнтӗ, пӗртте чипер мар эпӗ!» — Тӗрӗс, эпир ӑна хамӑрах курса пӗлме пултаратпӑр. Ак ҫак 10 ҫулхи ача ҫине пӑхӑр луччӗ. Пуҫӗнчи кивӗ картус ун, ашшӗн пулӗ ӗнтӗ вӑл, пушмакне ҫара уранах тӑхӑнса янӑ, ҫӳхешке пиртен ҫӗленӗ пӗчӗкҫӗ йӗмпе вӑл, хулпуҫҫи урлӑ янӑ пӗртен-пӗр пиҫиххи ҫеҫ тытса тӑрать ӑна. Мирлешме тытӑннӑ чухнех тухнӑ вӑл вал хыҫне, ҫавӑнтан варах ҫӳрет вӑл лапамра, халиччен курман французсем ҫине, ҫӗрте выртакан вилесем ҫине пӑха-пӑха илет, ҫак вилӗм лапамӗнче ӳсекен хир чечекӗсене, кӑвак чечексене пухать. Ҫуркунне умӗн, юр тӗлӗ-тӗлӗпе ирӗлкелеме пуҫласанах, тӑрисем ҫак кичем, анчах темшӗн вӗсен кӑмӑлне кайнӑ ҫӗр татӑкӗ ҫине вӗҫсе килеҫҫӗ те пӗлтӗрхи хӑрӑк курӑкран йӑва ҫавӑраҫҫӗ, чӗп кӑлараҫҫӗ, вара мӗн хура кӗр ҫитичченех ҫеҫен хире темле чаплах мар, анчах ҫын мӗн ачаранпах юратса итлеме хӑнӑхнӑ юрӑпа савӑнтараҫҫӗ. Ҫав сӑмахсене вуласан Артурӑн пичӗсем вӗриленсе, хӗрелсе кайрӗҫ. Ун ҫынни юланутпа хулана лекӗр илме кайнӑ. Вӗсем ҫаплах комиссара кӗтеҫҫӗ-ха. Кольхаун ун патнелле ҫаврӑнса, аллисене сарса, йӗрӗннӗ пекле ыйтрӗ:— Эсир-и? — терӗ. Ҫамрӑк арӑмсем тата пуҫӗсем ҫине пӗчӗкҫеҫ карап евӗр ҫӗлӗк пеккисем лартса яратчӗҫ, тет. Лешӗ вара, Гвоздев калавне ӑшӑ кӑмӑлпа итлесе пӗтерсен, ӑна хирӗҫ:— Ан хӑра, танкист, «пирӗн пит ҫинчен шыв ӗҫес ҫук», теҫҫӗ. — Ну, апла пулсан, ку тӗрӗс ӗнтӗ, — килӗшрӗ Кондрат. — Тӗрӗс, — тенӗ ватӑлса ҫитнӗ аслашшӗ, — вӑл хӑюллӑ ҫар ҫынни пулса стариксене, хӗрарӑмсене тата ачасене хӳтӗлекенӗ пулассине эпир пурте шанса тӑратпӑр. Унтан вӑл пӑртак вӑтаннӑ пек пулчӗ, унтан унӑн пуҫне ырӑ мара систерекен шухӑш пырса кӗчӗ, — пырса кӗчӗ те тухса кайрӗ — унтан каллех пырса кӗчӗ. Эмми сӑнасарах пӑхма тытӑнчӗ, — вӑрт ҫеҫ пӑхса илни те ӑна питӗ нумай чухлаттарчӗ, унӑн чӗри вара ҫурӑлсах кайрӗ, вӑл кӗвӗҫрӗ, чутах макӑрса ямарӗ, пӗтӗм тӗнчене курайми пулчӗ, пуринчен те ытла Тома кураймарӗ. Ҫапла вӑл ҫурри ҫывӑрнӑ пек, ҫурри ҫывӑрман пек пурӑннӑ вӑхӑтра Артамонов хырӑмӗ питӗ хытӑ выҫнипе тӑна кӗчӗ. Часах пирӗн хӑлхасем ҫумӗпе пулясем шӑхӑрма тытӑнчӗҫ. Темиҫе ухӑ йӗппи вӗҫсе ҫитсе ҫӗре тата хӳмене тӑрӑнчӗҫ. Весласемпе хытӑрах ишме май пулмӗ-ши? — терӗм эпӗ. Вӑл хӑйне салтӑнтарма ирӗк пачӗ те ҫав тери кивелсе ҫитнӗ халатне тӑхӑнчӗ. Ҫапах, ҫакӑ вӑл турӑ пире иксӗмӗре те йӑтма хушнӑ йывӑр чул! Марийка ҫав тери савӑнӑҫлине Андрей хӑй те курчӗ, ҫавӑнпа та вӑл Марийкӑна ку савӑнӑҫ пысӑках маррине, хӑй киле ӑнсӑртран ҫеҫ килсе кӗнине аса илтерсе хурлантарасшӑн пулмарӗ. Эпӗ каласа пама пӗлместӗн. Унтан вара ман ҫине пӑхрӗ те шуранкарах пит-куҫӗ ирӗксӗрех васкавлӑн хускалса илчӗ. Стенари пысӑк ҫурӑк ӑна куҫа курӑнса кайрӗ. Кунта, пирӗн йӑлапа, хуторти пек тумалла: каҫхине тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр-и? — Артур, алӑка уҫ, эпир кӗретпӗр вӗт. Икӗ «юнкерсчӗ». Ӑна эп пӗлместӗп-им вара? Пар лашуна, халех Ногая каятӑп. Ҫуртне икӗ енчен те авалхи садӑн тӗттӗм йывӑҫҫисем хупласа тӑраҫҫӗ, тӑррисене каснӑ чӑрӑш аллейисем ҫурт хапхи патнех пырса тухаҫҫӗ. Пирӗн ҫамрӑксене малти пӳлӗмре ливрей тӑхӑннӑ икӗ ҫӳллӗ лакей хирӗҫ тухса илчӗҫ. Дик Сэндпа пилӗк негр, борт хӗрринчен усӑнса тӑракан канатсенчен тытса, палуба ҫине ҫӑмӑллӑнах хӑпарчӗҫ. Лав тапранса кайрӗ. Ытти ятлӑ та тӗреклӗ козаксем те нумай: Вовтузенко, Черевыченко, Степан Гуска, Охрим Гуска, Мыкола Густый, Задорожний, Метелыця, Иван Закрутыгуба, Мосий Шило, Дегтяренко, Сидоренко, Пысаренко, унтан тепӗр Пысаренко, унтан тата тепӗр Пысаренко, тата ытти маттур козаксем те нумай. Ну! Чӗрӗ ачасене ҫунтарса яни ӑҫта пулнӑ халиччен? Амийӗн мамӑкӗ йӑлтах ҫӑлӑнса пӗтсен, йӑвине майлама аҫин черечӗ ҫитет. — Сахалах мар ӗнтӗ! — килӗшет Усӑпӗ. Хӗвел тухӑҫа талккишпех хупӑрласа тӑракан шурӑ пӗлӗтрен ҫӳлерех ҫӗкленчӗ те, пӗтӗм тавралӑх тӳлек те савӑк ҫутӑпа ялтӑртатрӗ. Миҫемӗш сехет-ха? — Ҫук-ҫук, юратакан пулаймӗ, — ҫӗнӗрен калаҫа пуҫларӗ майра, — юрату ҫук пулсан, ирӗксӗрлесе юраттараймӑн. — Эсир усалраххисене хисеплетӗр, лайӑхраххисене хӗсӗрлетӗр; хӑрушӑ кун килсе ҫитӗ те эсир ҫавӑншӑн ӳкӗнӗр, анчах кая пулӗ, кая! Антон Прокофьевич чӑм шыва ӳкрӗ. Хӑшӗсем ӑна сӑмсинчен чирткелеҫҫӗ пулин те, хӑй вӑл чылай енчен чее ҫын пулнӑ. Капитан кашни кунах, шӑп кӑнтӑрла, хӑйӗн карапӗ ӑҫта пынине Хӗвел е хронометр (тӗрӗс сехет) кӑтартнипе тӗрӗслет. Ҫав тӑваткӗтеслӗх варринче Сероштан ефрейтор каялла та малалла уткалать. Пысӑк пасара килнисем никам та кайманччӗ-ха. Засекина княжна пулнӑскер, эпир ӑна пурте юратса пӑрахнӑччӗ, эсир те. Айртон хӑй ӗҫлесе ҫӗнӗ пурӑнӑҫ тума пултарать; мӗн кирли унӑн пурте пур, вуламашкӑн ӑна кӗнекесем те парса хӑварчӗҫ. Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: Авдотья Васильевна пӗр сӑлтавсӑрах имене-имене кайрӗ пулин те, хутран-ситрен вӑл именесси пӗр-пӗр ҫамрӑк та илемлӗ хӗрарӑма атте пур чухне аса илнинчен килчӗ. Ку ӗнтӗ ҫӗнӗ ҫӗре куҫакан ҫын хӑйӗн пурлӑхне Леона шывӗ хӗрринчи пӗр-пӗр ҫӗнӗ яла турттарса каять пулӗ. Сӑрт айнех тенӗ пек чупса ансан, вӑл тӑрук чарӑнса тӑчӗ те, ун пуҫӗ тӗлӗнче хӗп-хӗрлӗ ҫуначӗсене ҫӳлелле хӑпартнӑ пек, полкӑн ылтӑнпа эрешленӗ ялавӗ вӗлкӗшсе хӑпарчӗ. Луизӑн хытах хӑрамалли нимех те ҫук пулӗ. Ҫак савӑтӑн шӑтӑкӗсене сапласа, унпа кукӑль пӗҫерме шутларӑмӑр: нӳхрепе анса, таз тулли ҫӑнӑх илсе тухрӑмӑр, вара ирхи апата утрӑмӑр. Вӑл васкаса картишне чупса кӗчӗ те, сичевик пӑрахса хӑварнӑ патронтапша винтовкӑна ярса илсе, красноармеецсем хыҫҫӑн чупрӗ. — Пилӗк эрне те ҫук. — Апла вӑл святой пулсан та д-дворецра пурӑнать-и вара? Харпӑр хӑй ҫумӗнчи хӗҫпӑшала кашнинех хӑй ҫумне хӑварма ирӗк пур пек туйӑнать мана. Юланутлисем, шӑрӑхпа аптӑраса ҫитнӗскерсем, хӑйсен йӗнерӗсем ҫинче ним шарламасӑр лараҫҫӗ. Илтетӗр-и? Мӗншӗн кураймасть-ха ҫав хурах, сан мучу, мӗншӗн? Вӑл мана ӑсран кайнӑ терӗ пулмалла, хӗрхеннӗ пек пулса пуҫне ҫулчӗ. — Лаши ҫухалнӑшӑн тавӑрнӑ ӗнтӗ вӑл, — терӗм эпӗ, хампа калаҫакан мӗн калӗ-ха тесе. — Кӗҫенессе хамӑн кӗсре кӗҫӗннӗ, арпалӑха шыв йӑтман эпӗ, сайра-хутран кӑна мӑшкӑлтӑк шыв йӑткаланӑ… Ӗлӗкрех кун пек тумашкӑн служба, дежурсем, пухури каҫсем, карт вӑййи, Петерсонпа йӑпаннисем, Николаевсем патӗнчи каҫсем кансӗрленӗ. Кӳршӗсен амбарӗ айӗнче вӑл пӗр чарӑнмасӑр виҫӗ талӑк уларӗ, тинкене кӑларчӗ, анчах амбар айӗнчен тухмарӗ, ҫап-ҫара кӗлеткепе ҫынсене курӑнма вӑтанчӗ ӗнтӗ. — Ыран тул ҫутӑлнӑ чухне манӑн Аламо хӗррине каймалла. Чӑн, вӑл хам Ледкова Татаринов экспедицийӗн юлашки ӑҫта иккенне каласа панӑ координатсене каламарӗ. — Курӑнсах курӑнмасть пулӗ те, анчах ҫапларах пек туйӑнать. — Ҫӳлӗ. Вӑл ҫын ун кӑмӑлне кайман. Вӗсем иккӗшӗ пӗр ӗҫшӗн тавлашнӑ, вара «Ҫамрӑк Итали» комитечӗ, Артура ытла ҫамрӑк та опытсӑр тесе, вӑл ӗҫе тума Боллӑна шанса панӑ. Икӗ винтовкӑран та пӗр харӑс тата темиҫе хут пенӗ. Мӗнле шутлатӑн эсӗ? Э? Лашам тата пӗр вунӑ минутлӑх вӑйне ҫитерейсен, пӗтӗмпех ҫӑлса хӑварма пултарнӑ пулӑттӑм. — Ӗнер тетне, Бойчо пичче?.. Ҫак самантра Каи-Куму ун патне ҫывхарчӗ. Анчах ирӗксӗрех асӑрхаса пынисем манӑн шухӑшӑма ҫирӗплетрӗҫ. Елена хирӗҫ чӗнмесӗр сӗтел кӗтессинче ларчӗ. Вагонсемпе пӑрахутсем ҫинче, гостиницӑсемпе чарӑнса тӑмалли ҫуртсенче, пур ҫӗрте те вӑл хӑйне кӑмӑллӑн та лӑпкӑн тыткаларӗ, палламан ҫынсемпе хӑй малтан калаҫма пуҫларӗ, пуриншӗн те кӑмӑллӑ та ӑшӑ калаҫӑвӗпе, нумай ҫӳренӗ, нумай курнӑ ҫын йӑлипе вӑл ним хӑрамасӑрах ҫынсене хӑй енне ҫавӑрчӗ. Унӑн куҫӗсем ялкӑшма тытӑнчӗҫ, пичӗсем хӗрелсе кайрӗҫ, чӗри хытӑрах тапма пуҫларӗ… Иккӗмӗш Прилив каҫпа тӑхӑр сехетре тин пуҫланмалла. Джон Мангльсӗ ҫӗрле ишесшӗн мар, ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсен ҫутӑлса пилӗк сехет ҫитичченех пӗр вырӑнта тӑмалла пулать. Ҫырана ҫитме тата виҫӗ миль пулать. Тинӗс аванах пӑлханма пуҫларӗ. Эпӗ чӗнсе илӗп сана. Чӳрече кантӑкӗсене ҫумӑр йӗпетме тытӑнчӗ сад ҫумӑрпа хуллен пӑшӑлтатма пуҫларӗ. Эпӗ — полковник Черняк! Лось унӑн сӑмси тӗлне йӳҫек тӑвар тытрӗ. Ӑна лере авантарах пулать!» Анчах та ҫак кивӗ, симӗсленнӗ йӗс ҫинче «Св. Мария» шхуна» тесе картса ҫырни халӗ те паллӑ. Эпӗ сана ҫимелли парам, хырӑму выҫӗ. Эсӗ вӑл ӑҫта пурӑннине пӗлетӗн-и? Эпӗ ҫывӑрнӑ пек пулса выртатӑп. — Санӑн суханпа ҫӑкӑр чӑмласа ҫыхмаллаччӗ ӑна, самантрах туртса илет, — хӗрхенсе канаш пачӗ Яков Лукич, ҫав вӑхӑтра кӑмака ҫумӗнче атӑ ҫиппи пӗтӗрсе тӑраканскер. — Аттеҫӗм! — терӗм эпӗ, — «манӑн пӗртен-пӗр ывӑл пурччӗ, унпа та уйрӑлма тивет» — тесе ан калӑр, ҫакна илтсен, манӑн чӗре сиксе тухасшӑн. Тӑнсӑр пулнӑ ҫеҫ вӑл. Вӑл чӗлӗм пӗтӗм отделенипе туртма та ҫитет. Ҫав кӗвӗҫесси унӑн чӗринче чи малтан ҫуннӑ прерире хыпса илнӗ. Йывӑҫ турачӗсем шатӑртатса хуҫӑлаҫҫӗ, лапки-лапкипе татса илнӗ йывӑҫ ҫулҫисем ҫав элес-мелес тискер кайӑксен пысӑк ҫӑварне кӗрсе ҫухалаҫҫӗ. Ан хуйхӑр, ачам… — терӗ вӑл. Куҫ харшисем генералӑн ҫиллессӗн сиксе илчӗҫ, анчах тутисем кулкаларӗҫ, ҫавна пула пӗтӗм пичӗ унӑн ырӑланса та ватлӑх илемӗпе чиперленсе кайрӗ. Пӗчӗк арҫын ачасемпе хӗрачасем лапталла выляҫҫӗ; вӗсем пӳскине янкӑр тӳпенелле ҫапса яраҫҫӗ те ҫуйӑхса плошадь тӑрӑх чупса ҫӳреҫҫӗ. Пӗчӗк Говэна вулама панӑ пирвайхи кӗнекесем упранса тӑракан пӳлӗм ҫине пӑхсан, унӑн кӑмӑлӗ питех те хуҫӑлчӗ. Эсир, шанатӑп, унран та, манран та, авансӑр пуҫне, урӑх нимӗскер те курманнине, сире пирӗн килте, ҫывӑх ҫын, хамӑр ҫын тесе, тӑван пекех йышӑннине хирӗҫлеместӗр пулӗ, тетӗп. Пӑрӑн, Хоуик! Пӑрӑн! Ҫӳле улӑхса каятӑп та, унта сӑнав пункчӗ туса хуратӑп. Труба витӗр мӗн-мӗн курнисене эпӗ кайран сире пурне те калӑп. Шыраса пӑхатпӑр. Ӳкнӗ чух ҫӗртен ҫирӗпрех тытӑр. Анчах, вӗсем мӗне пӗлтерни ҫинче пирӗн тавлашса тӑмалли ан пултӑрччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене ҫӗнӗрен йӗрлесе пӑхасшӑн. — И! ваше благородия! — калаҫма тытӑнчӗ ҫак вӑхӑтра вӗсем патӗнчен иртсе пыракан носилка ҫинче выртакан салтак, — ӑҫтан памасӑр тӑран, пирӗннисене йӑлт ҫӗмӗрсе пӗтерчӗҫ пулсан? Эпӗ малтанах унпа калаҫма та хӑраттӑм, калаҫассӑм та килет — анчах хӑратӑп! Ара вӗт пӗтӗм ҫав истори санӑн куҫу умӗнче пулса иртнӗ. Ак ӑҫталла килсе тухрӑмӑр! «Ыран лайӑх ҫанталӑк пулать», терӗм эпӗ, ҫутӑ пӗлӗт ҫине пӑхса. Аманнӑ ҫынна Элен фургонри хӑйне панӑ пӳлӗмӗнчех хӑварасшӑн. — Эпӗ тӑватӑ хутчен ҫапнине илтрӗм, апла пулсан, ҫил улшӑннӑ, халь ҫыран хӗрринчен вӗрет. — Сывӑ пулӑр! — терӗ Самойлов, унӑн аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртаса. — Тен, эпир катастрофа пулнӑ вырӑна пӗлменнипе йӑнӑшнӑ? — тет татах Гленарван. Анчах! Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ акӑ вунӑ ҫул хушши палатӑран куллен-кун: ӗҫ ыран пӗтет, тесе ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ! Серёжӑпа юнашар Якименко пырса выртрӗ. Ҫавӑнпа та часрах малалла каймалла. Ну, яра пар, турӑ пиллетӗр сана. Ленинградра чухне вӑл Кира патне ҫырсах тӑратчӗ, тен Кира е эсӗ хӑвах Катя ҫинчен мӗн те пулсан пӗлетӗр пулӗ? Пухура халӑх питех те нумай пулнӑ. Пӑван кӑмӑллӑн кулкаласа, кая юлнӑшӑн каҫару ыйтса пӳлӗме кӗрсен, ӑна валли пушӑ вырӑн та пулмарӗ. Эсир суккӑр-им? Эп саламланине хирӗҫ вӑл куҫ хӳрине те сиктермерӗ. Озеров полкӗ вара, тек пӗр минут та чарӑнса тӑмасӑр, Сухая Полянӑран тухса кайнӑ. — Ҫӗрле ӑҫта ҫывӑратӑн? Ӑнлан, эсӗ, шуйттан пуҫӗ, эпӗ сан пирки, ну, пиччӳ пек пӑшӑрханатӑп, сан арҫынла тӳрӗлӗхне ӗненме пӑрахасси мана питӗ кӳрентерӗччӗ… Вара епле пулнӑ ҫаплах, ҫанӑсене тавӑрнипех, чӗрҫитти ҫакнипех тата алла ҫӗҫӗ тытнипех, кӗҫӗн алӑк патне тухса тӑтӑм. Атте тупӑкӑн пуҫ вӗҫӗнче тӑрать, хӑй тутӑр пек, шурса кайнӑ, куҫҫуле халь-халь юхса анас пек. Вӑл мана каласа пӗтерме те памарӗ. Ҫапла вӑл Яптунгай стойбищине те ҫитсе тухнӑ. — Нимех те мар, калаҫӑр, — терӗ Марья Николаевна, ӑна пулӑшма пуҫланӑ пек: — эпӗ итлетӗп сире — сире итлеме кӑмӑллӑ мана, калаҫӑр. Эпӗ ӑна, астӑватӑр-и, епле хурласа пӗтертӗм пухура. Мачта тума та юрӑхлӑ сайра тӗл пулакан яштак та ҫӳллӗ юман, лутра та лапсӑркка йӗлмесемпе ватӑлса ҫитнӗ хурамасем хушшинче мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларать. Эсӗ, сочиненишӗн кӗмӗл медаль илме тивӗҫлӗ пулнӑччӗ пулас-ха? Василий Васильевич халалласа панӑ парнерен вӑл халӗ пӗртте уйрӑлман пулнӑ. Айртон ҫӗр ҫине йӑваннӑ выльӑх патне пычӗ, ӑна пур енчен те тыткаласа пӑхрӗ, анчах вӑл лаша мӗншӗн вилни ҫинчен нимех те калама пӗлмерӗ. Унтан мачча ҫине пусма тӑрӑх хуҫа хуллен утса хӑпарчӗ, папкӑна тытакан кашта ҫине ман пата ларчӗ те ҫӳҫне юсакаласа каларӗ: — Мӗн, ачам, Пешков, телей ҫук курӑнать санӑн? Ман чӗрере темскер шатӑрт тунӑ пекех туйӑнчӗ. Мана вара хам савакан хӗре урӑх ҫынна пама килӗшесси лайӑх пек туйӑнчӗ, ку мана апла тума йывӑр пулманнинчен килчӗ, мӗншӗн тесен эпӗ ҫав хӗрпе вӗренне ҫынсем кӗвӗленӗ музыкӑн лайӑх енӗсем ҫинчен мӗн пурӗ те пӗр хут ҫеҫ ӗлккен сӑмахсемпе калаҫса пӑхрӑм, ман юрату, эпӗ ӑна амалантарма тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, тепӗр эрнеренех сӗвӗрӗлсе кайрӗ. Мана хӗрарӑм ачашлани, хӗрарӑм ман ҫине туслӑн пӑхни те пулин кирлӗ пулнӑ, манӑн хам ҫинчен чӗрене уҫса калаҫмалли, ҫыхӑнусӑр шухӑшсен пӑтравне тата хам курни-илтнисене тишкерсе илмелли пулнӑ. Зинаида каялла ҫаврӑнчӗ те, пуҫне каҫӑртса, аллисене сарса, чӳрече умӗнчен пӑрӑнчӗ… Флоренци Лондон пек фабрикӑсем пит нумай пуян хула та мар, Париж пек сиваритсен йӑви те мар. Ҫӗр тӗлӗшпе, хӑй — таҫта ҫӑлтӑрсен леш енче пурӑнакан — тӗлӗшпе иккӗмӗш каҫ тӳсмелле мар асапланнине вӑл хӑй те ӑнланмасть. Санин кулса ячӗ. — Пӗрре те ҫук. Ҫапла, сударыня, ан хӑрӑр эсир. Итлетӗр-и, эпӗ сире мӗн каласшӑн? — Ҫапла каларӗ те, пысӑк пуҫли Корчагина ҫамкаран пӑшал кӳпчекӗпе тӗкре. Карчӑк, сылтӑм аллинчи шултра сыпӑллӑ хӑмӑр пӳрнисене чӑмӑртаса, пысӑк «мулкач» турӗ, сылтӑм аллипе вара кушак аҫине лешӗ хаяррӑн ҫухӑрса ямаллах пӑчӑртаса тытрӗ, кушакӗ чӑрмалама, урса кайнӑ пекех хӑрлатма пуҫларӗ. — Хатӗрлен, Сергей, — сиввӗн мӑкӑртатса илчӗ Лодыжкин. Эпир, марксистсем, Конституцире пирӗн обществӑ класлӑ составӗн ыйтӑвӗ ҫинчен каламасӑр хӑварма пултаратпӑр-и? Минутсерен тенӗ пек, ман шарсем аяккалла сикме тытӑнчӗҫ. — Ну? — Эпӗ Цимбал ҫинчен каласа патӑм… Мӗн пулса иртнӗ санпа? Кун хыҫҫӑн эпӗ калаҫса кайрӑм, анчах темле хама та йӗрӗнтерекен сасӑпа, юри тунӑ пекле, суя тирпейсӗрлӗхпе, сӑмах-юмах ниме тӑман япала пирки ҫеҫ пырать тейӗн… — Мӗнле-ха апла, господин коллежский советник? — терӗ ӑна хирӗҫ сӗнӗве ӑнланайманнипе тӗлӗннӗ генерал. Мӗне ӑнланмалла, мӗн куҫ умӗнче; тухтӑрсен мӗн пӗлмелле, мӗн каласа памалла (анчах вӗсем ӑна каламаҫҫӗ) — ҫавна никам та пӗлесшӗн мар. Пичӗ-куҫӗ унӑн чылаях кӑмӑла килмеллескер, анчах та ҫав хушӑрах аскӑнчӑк чее ҫынӑнни пек туйӑнать. — Чиперккесем, сывлӑх сунатӑп! — юриех савӑнӑҫлӑн саламларӗ турра кӗлтума каякан хӗрарӑмсене Давыдов. Эпӗ пӑлхавҫӑсен ҫарне хула хӳми ҫинчен пӑхрӑм. Ку ҫарӑн йышӗ эпӗ курса тӳснӗ приступранпа пӗр вунӑ хут ытла ӳснӗ пек туйӑнчӗ. Шутсӑрах тӗлӗнмелле. — Дик компас ҫине пӑхса илнӗ хыҫҫӑн хӗвелтухӑҫ енне кӑтартрӗ. Выҫӑхса пурӑннипе мар, урӑх енӗпе вӑл ман асӑмра тӑрса юлчӗ. Унӑн командирӗ вӗҫкӗнтерех Филатов. Ҫав тери кӗске самантлӑха унӑн пуҫӗ ҫийӗнче хура мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ, ҫав мӗлкене вара вӑл хӑйӗн пӗтӗм хӗҫпӑшалӗнчен вӑрӑм черет кӗртсе лартма тӑрӑшрӗ. Бенедикт пичче те ҫирӗ ӑна — чӑн та, ассӑн сывларӗ ӗнтӗ, ҫапах сахал мар саранча ҫисе ячӗ. — Маттур, ырӑ мужик пулать, — тенӗ Миките. Ҫеҫенхирте халӗ те ҫумӑр кашласа ҫуса тӑрать. Ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри саланма тытӑнчӗҫ. Ҫапла мар-и! Икӗ арҫын хыттӑн вӑрҫса илчӗҫ. Ҫак ниме мая килмен ванчӑксем хушшипе халӗ те вут чӗлхисем явӑнса тухаҫҫӗ, хура тӗтӗм мӑкӑрланса тӑрать, шурса кӑвакарнӑ пӑс ҫавӑрӑнса хӑпарать. Анчах ҫивӗч ҫын кунта та аптраса ӳкмерӗ: вӑл кӗсйинчен хуҫланакан ҫӗҫӗ кӑларчӗ те ун ҫивӗчӗшне пуҫ пӳрнин чӗрни ҫинче сӑнаса пӑхрӗ. Анчах эсӗ хӑвна пӗтем пурнӑҫупа манпа ҫыхӑнтӑм тесе ан шутла, ху телейлӗ пулас ҫынна тӗл пулсан, астусах тӑр, ҫавӑнпа пулма сунатӑп та сана. Эпӗ хӑйне мӗншӗн юратнине пӗлетчӗ ҫав вӑл… — мӑнкӑмӑллӑн сӑмахне вӗҫлерӗ хӗрарӑм. «Всполье станцийӗ, — тесе вуларӑм эпӗ. Эпӗ ӑна ытла хӗрхентӗм… Кӑнтӑртисӗр, тусем ҫинчисӗр е тинӗс хӗрринчисӗр пуҫне, урӑх ниҫта та эсир хӑвӑрӑн куҫусем, урусем, ӳпкӳсем, сӑмсупа хӑлхусем пуррине ҫавӑн пек туймастӑр. Корчагин ахаль те ман ҫине чалӑшшӑн пӑхать», — шухӑшлать Развалихин хӑй ӑшӗнче. Ку йытӑсем сунара кайма юрӑхлӑ пулман; вӗсем лагере сыхлама тата вырӑнтан-вырӑна япаласем куҫарма кӑна пултарнӑ. «Сан шутпа, ман мӗн тумаллаччӗ вара? — тет вӑл. Капла мӗн тумалла-ха? Вӑл сире хӑрушӑ хыпара хӑй каласа парӗ. Хӗҫ-пӑшал та патрон, тар кӗлечӗ-нӳхрепӗ кашни ялта тулсах пычӗ, тар тенӗрен, ӑна тӗрӗксем хӑйсемех тупса параҫҫӗ, черешня йывӑҫҫисене пӑраласа шӑтарнӑ кӗпҫесене тимӗрпе кашалласа ҫирӗплетеҫҫӗ, ку ӗнтӗ артиллери пулать! Юлашкинчен ӑс-хакӑлӑм ывӑнчӗ, вӑл мана улталама пӑрахрӗ; ҫакӑнпа пӗрлех чӑнлӑха ӑнкарасси те пӗтрӗ, эпӗ йӑлтах манӑҫрӑм. Пирӗн пӗрлех пурӑнмалла-ҫке-ха… Мана вӑл Петр Васильева этем тесе чӗнни кӑмӑла каятчӗ, мана унӑн лӑпкӑ, чаплӑ сассийӗ хумхантаратчӗ. — Интереснӑ япала: хӑлхи илтет — калаҫаймасть! Турӑ сӑвап парса сыхлатӑрах сана!.. Анчах дневникрен ҫырса илнӗ вырӑнсене пӗтӗмпех пичетленӗ: «Ҫавӑн чух уйрӑлнине нихҫан та манас ҫук эпӗ, вӑл хавхаланнӑ сӑнарлӑн инҫете тинкерсе пӑхни нихҫан та асран каяс ҫук. Харьковра, Дорӑна чӑрмантарас мар тесе, Павел хӑйӗн тусӗ Петя Новиков патне кӗчӗ. Ҫӗр ҫаплах чӗтрерӗ. Юлашкинчен, ҫӗрле 11 сехетре, сӗм тӗттӗм вӑхӑтра эпир Снеффельс тӑррине хӑпарса ҫитрӗмӗр. Каҫарах юлса килнӗччӗ вӑл. А вӑл — ҫакӑнса вилетӗп, тет. — Вӑл кӗнекине кӳлӗ хӗррине манса хӑварни ҫинчен кӑшт ҫеҫ персе ямарӗ. Татах калаҫу пуҫланчӗ. Сталин ӗненмелле мар лӑпкӑ. Эпӗ те — акӑ, ме! Ах, эсӗ, манӑн ҫемҫескер, Солененький… Огнянов». Кометӑн чултан тӑракан етри пӗчӗк астероидсем чухлӗ те ҫук. — Пӗр юрӑхсӑр япаласене ӗҫе юрӑхлӑ турӗ. Эпӗ пӳрнесене леш ҫамрӑк ҫын пек вылянтарма хӑнӑхрӑм, хам каланине пӑхма ют ҫынсем ҫуккишӗн час-часах пӑшӑрхантӑм. Ҫумӑрлӑ ҫулпа ҫумӑрсӑр ҫул ылмашса тӑрасси те Хӗвел панчисем пухӑннинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Халь эпӗ акӑ мӗнле шухӑшлатӑп: вӗсем, урӑхла каласан, секундантсем, хӑйсен малтанхи планне кӑштах улӑштарнӑ пулас та Грушницкий пистолетне ҫеҫ пульӑпа авӑрласшӑн. Ҫывӑхра тӑват-пилӗк ҫуртлӑ ял курӑнса кайнӑ. Эсӗ маншӑн тӗнчере те пӗрре ҫеҫ, манӑнах пулмалла та. — Ку питӗ ҫӑмӑл ӗҫ. Ольга Георгий патне пычӗ. Вӑл тыткӑна ҫакланнӑ вӑхӑт, вӑл пурӑнакан вырӑн — ҫаксем пурте патагонец каланӑ харсӑрлӑх ҫинчен хушса хурсан, нимӗн ҫинчен те мар, Грант капитан ҫинчен калаҫҫӗ. Хулана чун пырса кӗчӗ. Карчӑк тутисене пӑчӑртаса тытрӗ, алӑка ҫиллеслӗн халтлаттарса хупрӗ те, коридортан — пӗртте паҫӑрхи пек ырӑ кӑмӑлпа мар — ҫилӗпе мӑкӑртатса каларӗ:— Эппин, ӑшӑ шыв кирлӗ пулсан, ҫав кӑвак керосинка ҫинче хӑвӑр вӗретӗр. — Эпӗ кунта каланипе пуринпе те килӗшетӗп, хама мӗн хушнине пурне те тума хатӗр. — Артур! — Акӑ тата, камран эсӗ, батюшка, илтрӗн вара ӑна? — терӗ Иван Кузмич. Ривэра хаҫат корреспонденчӗсем хыҫӗнче ларакан Робертса курнӑ. Анчах эс мӗнле этем-ха ҫак? Сасартӑк пӑшал сасси янӑраса кайнӑ. — Ыран кӑнтӑрла тӗлӗнче эпӗ унта пулатӑп. Япаласен ҫакнашкал лару-тӑрӑвне эпӗ сиенлӗ те усал тесе пӗтӗмлететӗп. Ҫак ята илтсен, йытӑ яртах тӳрленсе тӑчӗ те, уҫӑмсӑррӑн хӑрлатса илчӗ, шӑртне тӑратрӗ. Вӑл сакӑр вун пилӗк ҫулхи Иеротей атте, иртнӗ ӗмӗрӗн аслӑ палӑкӗ, йӳтенӗ ҫынах темелле; йӳтенӗ пулин те, хисепрен тухман-ха, сума сутаракан ҫын. Хӑвӑр хӗрӗрпеле икӗ кун тӗл пулмасӑр пурӑнма пултаратӑр вӗт эсир? Хӗрхенӳсӗр кӗр вӗсен шукӑль тумне сӳсе илнӗ, вӗсене ҫарамаслантарса, ырханлатса хӑварнӑ. Пӗлетӗр-и эсир Поварски патӗнчи… тӑкӑрлӑкри пӗр ҫурта? Комиссар вырӑн ҫинче йӑрӑст тӑсӑлса, хускалми куҫӗсемпе мачча ҫинчи темле пӑнчӑ ҫине тӗллесе выртнӑ пулнӑ, унӑн тӗршӗнсе шурӑхнӑ сӑн-питӗнче чул пек хытнӑ чаплӑлӑх тата лӑпкӑлӑхпа мӑнаҫлӑх палӑрса тӑни курӑннӑ. — Куратӑн — ывӑннӑ этем… Вӑл, хӑй пӗлнӗ пек шӳтлесе, хирӗҫлекелеме хӑтланчӗ, анчах та кайран текех анекдотсем калама пӑрахрӗ. Эпир ун патне пытӑмӑр. Вӑл кивӗ карттӑсем тӑрӑх чикӗ хӑш вырӑнтине тӳрех пӗлсе илме тивӗҫ. Ун пек ним усӑсӑр, пӗр хӗрхенӳсӗр пӑлхава, вырӑс пӑлхавне, курма турӑ ан хуштӑрах! Петр Иваныч! Старик чарӑнчӗ, ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнса тӑчӗ, ывӑҫ тупанӗсене кимӗ пек тытса, пирус тивертрӗ те, пӑл-пал тӗтӗм кӑларкаласа, малтисене хӑваласа ҫитрӗ. Инҫетрен пысӑк страуса чӑнах та пысӑках мар жираф вырӑнне хума пулать. Киревсӗрсем!.. Агитацие сарса ямалла. Хамӑн хуҫама эпӗ тӗрлӗ чирсене сыватнипе тӑранса пурӑнакан ҫынсем ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах «сыватас» тенӗ сӑмах уншӑн пачах та ӑнланмалла мар пулчӗ. Ҫавӑн пек алхаснӑ чух вӑхӑт сисӗнмесӗрех иртсе пынӑ; хӑш чух пӑтравлӑ кунсен юхӑмӗнчен пачах та ӑнланмалла мар япаласем сиксе тухнӑ: хӗлле Петербургра рабочисем двореца ишӗлтересшӗн, патшана вӗлересшӗн пулни ҫинчен хыпар ҫитрӗ. Утравсем ҫинче пилӗк уйӑх пурӑнса ирттерсен, ӳсентӑрансемпе тӗрлӗрен тискер япаласен тем пысӑкӑш коллекцине пуҫтарса илсе, Кук мартӑн 31-мӗш кунӗнче Ҫӗнӗ Зеландирен тухса кайнӑ. Утравӑн кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ пайӗнче ларакан Глангвенстальд ятлӑ порта ҫитиччен король мана хӑйӗн гвардипе ӑсатса яма хисеп турӗ. Ман тӑван ҫӗршыври ҫынсенчен нумайӑшӗсем кӗлмӗҫленсе пурӑнаҫҫӗ, вӗсем вӑрласа, ҫынсене ҫаратса, пӗр-пӗрине улталаса, тупа туса панӑ сӑмаха пӑсса, йӑпӑлтатса, урӑх ҫынсене хӑйсем майлӑ ҫавӑрса, суя та ултавлӑ ӗҫсем туса, астаракан вӑйӑсем выляса, суя суйса, аслисемпе пуяннисем умӗнче тарҫӑланса, вӗҫкӗнленсе, суйлав вӑхӑтӗнче сасӑсемпе сут туса, шурӑ хута вараласа ларса, икӗпитленсе, пӗр-пӗрин ҫинчен элек сарса ҫакнашкал тата ытти майсемпе те тӑранаҫҫӗ. Улӑм пукансем судьясем валли, табуретка айӑпланакан валли иккен. Нимне те чухлаймасӑр ҫав историн тӗп шухӑшне ӑнланаймасӑр эпӗ чӗнмесӗр тӑратӑп. Пӗрне, «Маскарен» ятлине, Марион капитан илсе пынӑ, тепӗрне, «Кастри» ятлине, Крозе капитан. Ольга кӑмӑлӗпе ун майлӑ пулса ахлатрӗ, Артамонов ӑна илтрӗ. Джемма кулса ячӗ, шӑллӗне аллинчен ҫапса, вӑл «яланах ҫавӑн пекки шутласа кӑларать», тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫапах та ывӑлне хирӗҫ:— Анчах эсӗ — ан ӗҫ! — терӗ. Вӑл пӗрмай испанилле калаҫать. Анчах чирлӗ ҫынсем час-часах темӗн те калаҫаҫҫӗ вӗт. Унӑн пит-куҫӗ темле пӗчӗк ачанни пекех кӑмӑллӑ пулса кайрӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ирӗксӗрех кулса ятӑм. Шыҫӑ тӳсме ҫук шӑршлӑ пулнӑ, йӗрӗнтернӗ, тен, ҫынна ерекен чирех пулнӑ пуль-ха унӑн; ҫав ҫынна хӑтарса хӑварас тесен, ним тӑхтаса тӑмасӑр шыҫӑ пӳрне юхтарса кӑлармалла пулнӑ. Кӑвак хӑюсем ҫакса янӑскерсем сӗтел хушшине ларатчӗҫ те апатланатчӗҫ. — Сирӗн урлӑ-пирлӗ сӑмахӑрта ҫапах та идейӑ пур, — терӗ вӑл пӑртак шухӑшланӑ хыҫҫӑн. «Каламан пулин, мӗнех-ха вара, — тетӗп, — эсир — уставсӑрах ӗҫлӗр! Ухмах! — Эпир Васькӑпа иксӗмӗр пӗр чашӑкран ҫиетпӗр-ҫке, вӑл тӑварлӑ юратать, эпӗ — тӑварсӑр. Эпӗ сана каларӑм-ҫке — халӑх ӗҫе хӑй аллипе тума тытӑннине пӗлтерет ку, тесе. Мӗнле пурӑнӑп-ши ӗнтӗ эпӗ кунта? — О ҫук, тата хитререх ҫеҫ тунӑ сана хӗвел, мӗнпур хӗрарӑмран чи чеченскер! Анчах «хӑлхасене татасси» те мана тӗрӗс мар пек туйӑнатчӗ: татассине курӑк татма, чечек, мӑйӑр татма пулать. Огнянов ахлатса сывлӑш ҫавӑрчӗ. — Эхер те эпӗ унашкал пурӑнма килӗшмесен? Санӑн та, Рита, унӑн та пӗр-пӗринчен вӗренмелли нумай. Эпӗ «Засекинсен сачӗ» ҫывӑхне пымастӑп тесе сӑмах парсаттӑм, ҫапах ҫӗнтерейми вӑй мана унталлах туртрӗ — ахалех те мар-мӗн. Кӑштах сысна ҫӑвӗ ярса тутлантарнӑ шӗвек вир пӑттине икӗ чашӑк ҫисен Ҫӑрттан мучин кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вӑл ыйӑхлама пуҫларӗ. Хӑй шутланӑ ҫӗре ҫитме те ӗлкӗреймерӗ амӑшӗ, кӑткӑс ыйту тупсӑмӗ хӑех тупӑнчӗ. — Эсӗ пирӗн ҫемьене мӑшкӑлларӑн! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. О, ку чӑнах та юратмалла ҫӗршыв, кунта пурте урӑхла ҫуралнӑ, кунта ҫӗршыв хӑйне хирӗҫ хӑех тавлашнӑ пек туйӑнать. Ахаль мар ученый Гримар хӑйӗн «Ӳсентӑрансем ҫинчен калакан чаплӑ кӗнекинче ун ҫинчен ҫапла каланӑ: «Австрали, — тенӗ вӑл, — пӗтӗм ҫӗр ҫинчи законсене улӑштарса мӑшкӑлакан ҫӗршыв, вӑл ҫӗршыв — ытти пӗтӗм тӗнчене тавлашӑва чӗнет!..» Паганель ҫаксене пӗр тормозсӑр пыракан курьерски поезд пекех хӑвӑрт каласа пачӗ. Мӗнле пуҫлӑ ҫынччӗ вӑл Флинт! Мустангер кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл лаша хӳринчен явса тунӑ кантрана илчӗ, ӑна йӑвашлатнӑ мустангӑн мӑйӗ ҫинӗ ывӑтса, лашана мӑйкӑҫларӗ те Каса-дель-Корвӑн витине леҫсе хӑварчӗ. Куҫкӗретех пысӑк хӑрушлӑх ҫинчен калакан ҫак сӑмахсем яланах Дик Сэндӑн хӑлхинче янӑрарӗҫ. Унӑн ӳпки сывлӑшпа тулнӑ, ӑна унӑн кӑларса ҫӗнӗрен таса сывлӑш сывласа илмелле пулнӑ, унсӑрӑн вӑл вилме пултарнӑ. Парӑнӑр! Хӗрачи пултаруллӑскер. Пӗррехинче, уйран таврӑннӑ чух, вӑл хӑй килӗ патне ҫитеспе амӑшӗ юратакан ватӑ кушак, пӗтӗм пӗвепе улӑм ҫине йӑпшӑнса, пӳрт тӑрринче шуса пынине, унтан ҫурри уҫӑ кантӑк хуппи ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анса, хӳрине пӗтеркелесе, сикме хатӗрленсе ларнине асӑрхарӗ. Гек, хӑй ӑшӗнче тӗрлӗ шухӑшсем кӗрешнипе, пӗр минут хушши пек нимӗн чӗнмесӗр тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра пӑван пек пӑнлатса пуҫ тӑрринченех пӗр пуля иртсе кайрӗ те чул ҫумне ҫапӑнчӗ. Икӗ тус хӑйсен хваттерӗсене таврӑннӑ тӗле тӳпери шурӑмпуҫ хӗрелме пуҫланнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл чӳрече патӗнчен аяккалла пӑрӑнчӗ те кӗтмен ҫӗртенех приказ пачӗ: — Хӑвӑр полка строя тӑратӑр. Юлашкинчен, интеллигенци ыйтӑвӗ ҫине куҫар, инженерлӑ-техниклӑ работниксен ыйтӑвӗ ҫине, культурӑ фронтӗнче ӗҫлекен работниксем ҫине, пӗтӗм служащисем т. ыт. те ҫине куҫар. Каҫ пулсан, арми наступлени тӑвакан района каҫхи тӗттӗмлӗх хуплама пуҫласан тин, экипажсене хайсен килӗсене ячӗҫ. Вӗсенчен чи асли ҫирӗм ҫултан ытла мар, чи кӗҫӗнни ҫичче кайнӑскер пулнӑ. Пӗррехинче — ку февралӗн улттӑмӗшӗнче пулчӗ – вӑл Халл капитанпа Дик Сэнд ҫинчен калаҫса кайрӗ. Капитан ҫамрӑк матроса хӗрсе кайса мухтарӗ. Тепӗр темиҫе кунтан вӑл Ерданская патне хӑйӗн пулас кун-ҫулӗ ҫинчен юмӑҫ пӑхтарма кайрӗ — ҫав шыҫмак янахлӑ, самӑр, чан евӗрлӗ юмӑҫ карчӑкӗ патне ҫӳресе, хулари пур хӗрарӑмсем те хӑйсен пӗтӗм ҫылӑхӗсем, шиклӗ шухӑшӗсем, кӳренӗвӗсем ҫинчен кала-кала панӑ. — Кам пулатӑн вара эсӗ? Венецире вӑл эпир вулакана мӗн каласа панине пӗлчӗ, Зарура ӑна Рендич ҫинчен те, вӑл тара тытнӑ карап ҫинчен те нимӗн те тӗплӗн каласа пӗлтереймерӗҫ. Катя амӑшӗ вара салхуччӗ. Чӑнах та таҫти инҫетри Заполярьерен пыма пултарнӑ-ши Ленинграда 1941-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑтра? — Эпӗ ыранах калаҫса пӑхатӑп унпа, — терӗ атте. Капитан ҫывхартса кӑтартакан трубине хӗвеланӑҫнелле тытрӗ те чул ту ҫине пӑхрӗ, унтан хӗвелтухӑҫнелле ҫавӑрса, инҫетрен курӑнакан парӑссене шутлама тытӑнчӗ. — «Тухатмӑш мар-и эс!» шухӑшларӗ Левко. Сасартӑк вӑл ҫакса вӗлермелли ҫине пӑхрӗ те хӑйӗн упӑшкине курах кайрӗ. Тип-тикӗс тӳрем вырӑнти башня уҫӑ тинӗсри карап евӗр курӑнать. Ҫакӑн пек башньӑна карап ҫине атакӑламалли майпа ҫеҫ тапӑнма пулать: ку штурмран ытларах абордаж евӗрлӗ. Ӑна Гленарван кӑкӑрӗ ҫумне тытса чӑмӑртанӑ вӑхӑтра Роберт та Мэрине мӑйран пырса уртӑнчӗ. — Акӑ, Разметнов та ҫитрӗ. Ҫав хут вара сире ҫар ҫумӗнчи депутат пулнине ҫирӗплетсе параканни пулать. Шывпа сирпӗтнӗ чух вӑл хӑйне аллисемпе ҫеҫ хӳтӗленӗ те вӑтансарах каланӑ: — Ну, ҫитӗ, ҫитӗ ашкӑнма! Халӗ пирӗн умра Ривареса тартас ӗҫе мӗнле йӗркелес ыйту тӑрать. — Куршанкӑ пек ҫыпҫӑнтӑн та эс ман ҫумма, ҫӳре ак халь чупса! Юман айӗнче выртакан снаряд ешӗкӗ ҫине вырнаҫса ларсан, Волошин майор, каскине хывмасӑрах, ҫамкипе тӑнлавӗсене тепӗр хут тутӑрпа шӑлчӗ. — Шуйттан пӗлет-и тен, мӗн пулса иртнине! — терӗ вӑл тарӑхса. — Мӗн чухлӗ приказ паратӑн — ним усси те ҫук. Мӗне пӗлтерет ку? Акӑ ялтӑр кӗмӗл ҫӗлӗклӗ улӑп пуҫӗ ишсе иртрӗ: пӗтӗмпех пӑхса илме пулать тинӗселле каякан кӑвак кӗреҫе сухал та лапчӑк сӑмса, кӑвак куҫхарши айӗн хӗсӗк куҫ пӑхать. — Кусем пурте тӗрӗс. Арӑм та эпӗ пӗлсе илме пултарнине шанать. — Тарнӑ тетӗн-и? — Кала! — Тӗлӗнмелле япала вара! — Вӑл фразӑна ҫӗнӗрен вуларӗ: — «Малалла тата ҫапла туни кирлӗ: пирӗн хушӑра нӑйкӑшакансемпе хӑравҫӑсем валли, паникёрсемпе дезертирсем валли вырӑн пулмалла мар, пирӗн ҫынсем кӗрешӳре хӑраса тӑрасси ан пултӑр, фашистла пусмӑрҫӑсене хирӗҫ ирӗклӗхшӗн пыракан отечественнӑй вӑрҫа вӗсем хӑйсен пурнӑҫне шеллемесӗр кайччӑр». Тар хутаҫҫи пире кирлӗ пулӗ тесе шухӑшланӑ вӑл, Таукӑна пулӑшма сикиччен ӑна мана парса хӑварчӗ. Унӑн аллисенче кашкӑр пӑвса вӗлермеллӗхех вӑй юлман, анчах ҫыннӑн пичӗ кашкӑр мӑйӗ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ, унӑн ҫӑварӗ кашкӑр ҫӑмӗпе тулчӗ. — Эпӗ Силистра-Йолӑшӑн та унта час-час килекенсен сывлахӗшӗн сыпатӑп! — терӗ Димчо пуп. Унпа Николаев хушшинче дуэль пуласси пирки хулара пӗр никам та иккӗленмерӗ. Ҫакӑ мӗнле вӗҫленес тӗлӗшпелен парисем те тукаларӗҫ-ха. Ҫак минутра пуласси ҫинчен никам та шутламасть пулӗ, пурин те пӗр шухӑш, пурин те пӗр туйӑм: вӑрҫӑ пӗтрӗ, эпир тавӑртӑмӑр! Мунча кӗменни те уйӑх иртсе кайнӑ. Пысӑк урапасӑр пуҫне станра урӑх мӗнле те пулин урапа пур-и сирӗн? Ҫынни савӑнӑҫлӑскер вӑл, ман хӑраххӑмах…» Огнянов Овчери ялнелле васкарӗ, ялӗ ҫаплах курӑнмасть. Уҫҫӑнах тӗртсе калани Стайкӑна ӑнран ярасса ҫитерчӗ. Ну, вӑл парӑма тӳлесси йывӑрах мар. Расписка та кирлӗ пулас ҫук. Калаҫса татӑлатпӑр-и? Праҫниксенче тӑхӑнакан шурӑ вӑрӑм тумтирӗн арки хутламӗсем урайне сарнӑ хӗрлӗ кавир ҫине усӑнса аннӑ. Лашасене кӳлнӗ, вӗсем, сайра хутран хӑнкӑрмисене ханкӑртаттарса, хӑйсен чӑтӑмсӑрлӑхне палӑртаҫҫӗ; чемодансене, арчасене, шкатулкӑсемпе пӗчӗк шкатулкӑсене вырнаҫтарса хураҫҫӗ те, эпир хамӑр вырӑнсене ларатпӑр. Этеме, хӑвах пӗлетӗн, арӑмсӑр пурӑнма май килмест», терӗ запорожецсенчен пӗри. Ку леш хайхи, тимӗрҫӗпе калаҫаканни пулчӗ, вӑл, кӗнекере ҫырнӑ чӗлхепе ӑста калаҫма пӗлекенскер, майра патшапа, юриех тенӗ пек, мужик пек ялти чӗлхепе калаҫнине илтсен, тимӗрҫӗ тӗлӗнсех кайрӗ. — Каҫарсамӑр! Паллах, эпӗ те ҫавӑн пек шутлатӑп. Ман ҫине мана силлекен Баринов пӗшкӗнсе пӑхать. Ҫак сӑмахсене пуху тытӑнчӑклӑн кулкаласа ирттерсе ячӗ. Алексей нумайччен ун ҫине пӑхса ларчӗ, вара сӑнӳкерчӗкне ҫӳхе хутпа чӗркерӗ те, кӑштах шухӑша кайса аллинче тытса тӑнӑ хыҫҫӑн, каллех ҫырусемпе пӗрле кӗсйине чиксе хучӗ. Пирвайхи атакӑна кӗнӗ чухнех:— Кабина тулли тӗтӗм! — тесе кӑшкӑрса ячӗ стрелок. Эсӗ йӗркеллӗ хуҫа тенине илтнӗччӗ эпӗ… Сирӗн упӑшкӑр унта паян ҫӗрле каять-и? Ҫав Джек — лайӑх негр, пӗртте ухмах мар. Ҫурӑм сурать, тетӗн. Ӗмӗрне те манӑн нимӗнле хуйхӑ та пулман, халӗ, калӑпӑр, патша манран: «Мӗн кирлӗ сана? Тачки ҫурӑмӗпе ман еннелле ларать. Анчах тӗрексӗрленнӗ алли ӑна лайӑххӑн итлемерӗ, класра вара хулленех ӗхӗлтетсе кулнисем илтӗнсе кайрӗҫ. — Ну, ку ӗҫ йывӑрах мар! — Вӑл санпа калаҫас тет пулсан… Пурте чӗрӗ, пурте сывӑ. Чӳречен тул енче тӑман, кантӑк ҫине ҫил ывӑҫи-ывӑҫипе юр пӑрахать. Малалла та эсӗ ҫавӑн майлах хӑтланатӑн пулсан, кунта мӗнпур команда йӑлтах чупса килӗ, вӑл вара пин ураран та хӑрушӑрах пулӗ тетӗп, Мистер Джеральд, эпӗ ӳсентӑрана касса хатӗрленӗ хушӑра ҫыхмалли тупса хурӑр. — Унтан вара унпа мӗн пулнине пӗлместӗп эпӗ. Сӑмахлас килмесӗрех, ответ илессине кӗтмесӗрех, ҫапах та каларӑм: — Эпӗ те акӑ хамӑн мӗнле пурӑнассине пӗлместӗп… — Мӗн калаҫать вӑл? — кӑшкӑрса ячӗҫ тенкелсем ҫинчисем хӑраса ӳкнӗ кайӑкла, хӑрӑлти сасӑпа. Ҫакӑн пек каҫхи вӑхӑтра ялсенче иртен-ҫӳрен пачах курӑнмасть. Пирӗн шкунӑран лайӑххи пулма пултарасси ҫинчен шухӑшлама та ҫук. Ӑна пӗчӗк ача та тытса тӑма пултарать. Ун ҫине икҫӗр тонна тиеме пулать. Ячӗ — «Испаньола». Ҫапла ӗнтӗ, ман куҫӑмсем намӑссӑр мар. — Пулмалла ун чухлӗ. Эпӗ калаҫрӑм, халӗ эпӗ ҫав каҫхине понтоннӑй кӗпер ҫинче мӗн пулнине йӗрки-йӗркипе каласа панӑ пулӑттӑм. — Жоржетта, — тавӑрса каларӗ амӑшӗ. Сикрӗмӗр-и! Унӑн сасси те урӑхла — хулӑнрах, хытӑрах, янӑравлӑрах тухнӑн туйӑнчӗ. Мӗншӗн тесен, мӗн-ха вӑл этем патшалӑхра? — Вӑл та ырӑ чӗреллӗскер, — мӑкӑртатрӗ Панталеоне, анчах Санин ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ. Кӗнекене эпӗ таса кӗпепе те хутпа чӗркесе, мачча ҫине пытарса хутӑм, хуҫасем туртса илсе ӑна пӑсасран хӑрарӑм. Огнянов хӑйне хӑй тарӑхрӗ, тӑван ҫӗршывӗ пирки вӗҫӗмсӗр хуйхӑрать-ҫунать пулин те, чӗри ун тепӗр хуйхӑпа та хыпса-ҫунса сурать. Смолин Любовь ҫине пӑхса илнӗ, унтан ашшӗне типпӗн ответленӗ: — Театр, кӗнеке, музыка… — Шурочка! — терӗ те пӳлӗнсе Ромашов, кравать патне темӗскершӗн асӑрханса, чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ. — Шурочка, эсир-и ку? Эсӗ мӗн вулатӑн? — Эп — ӳсӗр мар! — синкеррӗн хирӗҫленӗ Фома. Паллах, ку саспаллисене урӑхларах майпа ушкӑнласа лартнӑ; вӗсене эпир пӗлеймен математика йӗрки тӑрӑх пӗр-пӗрин хыҫҫӑн лартса ҫырнӑ. Анчах кама? Виҫҫӗмӗш ыйтӑвӗ чи йывӑр ыйту пулнӑ пулмалла. Комиссар ассӑн сывласа илчӗ. Озеров капитан, тупӑ урапинчен тытса, чӗркуҫленчӗ. Уралеца чарса тӑмарӗ вӑл, хӑй пуҫне апла та капла пӑркалама, бинтпа чӗркеме ирӗк пачӗ. Ҫав кайӑкла казак хӗрӗсемпе ун хушшинче мӗнле ҫыхӑнусем пулмалла? Пӗлместӗр-и вара? — Пырать, юрамалласкер! — Пасар хыҫӗнче, Песчинкӑра. «Урӑх калаҫмӑпӑр ӗнтӗ ун ҫинчен» тенӗн ӑнланмаллаччӗ ӗнте вӑл калаҫманнине. — Вӗсем пире турра та улӑштарса панӑ, хӑйсен аллинче мӗн пур, вӗсем ҫавна пурне те пире хирӗҫ тӑратаҫҫӗ! — Мӗн тӑватӑр эсир кунта! — кӑшкӑрса ячӗ маркитантка. Эпӗ хамӑн усал карчӑк ҫинчен пухӑва пӗр самант хушшинче ӑнлантарса пама тивӗҫ, мӗншӗн тесен манӑн халӑха хама шеллеттермелле, ҫав шеллени пулмасан — Ҫӑрттанӑн ҫӗр ҫине выртасси те вилесси ҫеҫ юлать, ҫӑва ҫӑтасшӗ! — Чӗрӗк сехет хушши утмалла, тен, ытларах та пулӗ. Унтан вӑл никамран ытларах хӑратчӗ. — Ҫапла, ҫапла, мистер Стумп, пулнӑ. Вӑл официальнӑй бланк ҫине темиҫе самах ҫырчӗ, ӑна конверт ӑшне чикрӗ те, ҫиелтен: «Кадрсен пайӗн начальникне», тесе ҫырчӗ, унтан ӑна Мересьева парса, унӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ: — Пӗтӗм чунтанах ӑнӑҫлӑх сунатӑп! — Вӑл ӗнтӗ, кӑмӑллӑнах уйрӑлса кайни, паллах, лайӑх япала. Городцовӑн канӑҫсӑр пуҫ миминче пӗтӗм хуҫалӑха тепӗр хут «тылласа тухас» шухӑш ҫуралнӑ та, вӑл хуҫалӑха урӑхла йӗркелемелли ҫав план ҫинчен колхоз пухӑвне каласа панӑ. Савельичран кӑштах ыйтса пӗлес тенӗччӗ эпӗ, анчах старик ҫӑвар та уҫмарӗ, хӑлхисене хупларӗ. — Кирек епле пулсан та ытларикун йӑлӑнса пӑхатӑп, эхер мана ямасан, пӗччен таратӑп — ҫӗлӗксӗрех. Ачасем пӗрне-пӗри пӑхса илчӗҫ те тӑнлама тытӑнчӗҫ. Вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Мӗн илтнине пурне те Зеб Стумп хӑй пӗлсе тӑракан фактсемпе танлаштарса ларнӑ, тул ҫутӑлсан вара Генри Пойндекстер чӗрӗ мар пирки вӑл ним те иккӗленмен. — Назанский ҫӳлти темиҫе йӗркине хутлатса хучӗ. — Ак ҫакӑнтан. Вулӑр. Ҫынсем пӑрахут ҫинчен вӗлле хурчӗсем пек капланса тухрӗҫ. Ҫыран ҫине тӑсса хунӑ ансӑр чикмексем тӑрӑх тӗрлӗ халӑх ана пуҫларӗ, малтан пӗрремӗш класрисем, унтан — иккӗмӗшӗнчисем, кайран вара, кунтӑсемпе ҫыхӑсем йӑтса, трюмри пассажирсем. Пӗр хушӑ вӑл нар ҫинче хускалмасӑр ларчӗ, хӑй ҫу каҫа мӗн-мӗн чӑтса ирттернисене аса илсе, шухӑшлакаласа ларчӗ. Тӗлӗнсе, хурланса, вӑл палуба ҫинчен ҫӳле, штурвал патне, кайнӑ, унта вырнаҫса ларса, шухӑшлӑн, кӳренчӗклӗн, кӑвак ҫыран ҫине, кӑтрашка тӑрӑллӑ вӑрман йӗрӗ ҫине пӑхса пынӑ. Тьфу, пулать вӗт-ха инкек! Эпӗ унӑн опытне, унӑн пӗлӳне ӑмсантӑм… Ҫак тавлашӑва Пулковски обсерваторинчи астрономсем кӑна вӑхӑтсӑр хутшӑнман. Кивӗ кӗнекесем хушшинче Корчагин «Спартак» романа тупрӗ. Ӑна икӗ каҫра вуласа тухса, каялла илсе кайрӗ те М. Горькин кӗнекисем ҫумне вырнаҫтарчӗ. Ҫапла калаҫса пынӑ май хамӑр Кунцево патне ҫывхарнине сисмен те, — тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа илнине те, ҫумӑр пуҫтарӑннине те асӑрхаман. Шыва пароход ураписен хӑмисем ҫапни илтӗнет, баржӑсен караванӗ ҫинче матроссем кашкӑрла ӳлеҫҫӗ, таҫта йывӑр мӑлатук тимӗр ҫине ҫапать, кичемлӗн юрӑ тӑсӑлать, — такамӑн чунӗ хуллен кӑна йӑсӑрланать, — ҫав юрӑран чун ҫине кӗл пек хурлӑх ҫуса тӑкӑнать. Гакуаль мӗн пулма пултарассине систерсе каланӑ чух куҫхаршисене те салхуллӑн сиктерсе илчӗ. Анчах — лӑпкӑ пулӑр, лӑпкӑ… — Ҫавӑн пек пулмалла та! — терӗ хохол. — Тата хӗрӗх жид ачи. — Ну, ку вара, мучи… Каях, мучи, ун пирки урӑх ан та калаҫ. — Епле-ха капла — калаҫмалла мар? Вӑл сана тытасшӑн. — Ҫук, атте, Болла вӑл ӗҫе хӑюллӑ та хӑрамасӑр тунӑ. Вӑл чӑн-чӑн патриот, ҫавӑншӑн эпӗ ӑна юратма та хисеплеме те тивӗҫ. Театр лӑках шавлӑ ҫамрӑк-кӗрӗмпе тулнӑ, вӗсене митинга килме чӗнсе хулара пӗлтерӳсем ҫапса тухнӑ. Темӗншӗн мана сирӗн пурнӑҫӑр акӑш-макӑш йывӑр пулмалла пек туйӑнать… Авӑ вӑл хӑй те ҫурт крыльци ҫине тухрӗ. Илья Артамонов чышкине сӗтел ҫине хурса:— Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ. Кӗтесре лампадка ҫути, имшер чечек пек, чӗтренет, кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса тӑрать. Ҫапах та ӑна юлашки хут асаплантарма тытӑнсан, унӑн вӑйӗ чакма пуҫларӗ курӑнать. Ытти чухнехинчен ытларах уксахласа, вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ те питӗрӗнсе ларчӗ. Калаҫусем нумая пымарӗҫ. — Укҫине аннене пар, — терӗ вӑл, Ванюш укҫа тытнӑ аллине сирсе. Эсӗ малтан хӑвна кирлӗ пек ӗнен,чунтан вара ыттисем пирки иккӗленме пуҫла. — Тата пӑртак ҫеҫ, — тавӑрчӗ вӑхӑта манса кайнӑ художник. Анчах студентсем мӗн тума сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ? Кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗсем пӗтӗм тӳпене карса илнӗ, вырнӑ хирсенчен сивӗ ҫил вӗрсе, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи йывӑҫсен хӗрлӗ те сарӑ ҫулҫисене вӗҫтерет. Ҫакӑ вӑл йӑлтах ыттисем ҫыннӑн пуҫ мимийӗ пуҫра тесе шухӑшланӑ пирки пулнӑ пулӗ тетӗп эпӗ; пӗрре те ун пек мар: пуҫ мимине Каспи тинӗс енчен вӗрекен ҫил илсе килет. Гленарван катапац ҫине пӑхрӗ. — Мӗн тӑватӑр эсир? Эсӗ мана ҫынсем пар та плугсем хушса пар, шӳтлесе ларма эпӗ сансӑрах пӗлетӗп! — Сисетӗп эпӗ, ҫак кунсенче мӗн те пулин пулмаллах, — терӗ вӑл Гальцин княҫе. «Ӗҫ начар иккен те, ҫапах шанчӑк пур-ха», — тесе шухӑшларӗ те игумен, ҫавӑнтах Соколов тухтӑр патне васкаса кайрӗ. Монтанелли пусмасем тӑрӑх собор варрине анчӗ, аран калакан чаплӑ кӗвӗ илтӗнекен хор айӗпе, унтан хӗп-хӗрлӗ пустав карнӑ алӑк витӗр иртсе, хӗвел пӑхакан урама тухрӗ. — Унтан вӑл унчченхиллех малалла пикенчӗ: — Икҫӗр аллӑ сакӑр ҫул каярах Австрали пуррине пӗлмен. Ӑсату маршӗн хурлӑхлӑ кӗвви янранӑ хушӑра хӗрлӗпе чӗркенӗ тупӑка йӑтса тухаҫҫӗ те площаде, граждан вӑрҫинче вилнӗ большевик-партизансене пытарнӑ ҫӗре илсе кайса, чавнӑ шӑтӑк патне лартаҫҫӗ. Ӑнлантӑн-и? Юлашкинчен, вӗсенчен чи паллӑраххи, ӗҫе хӑвӑрт татса паракан Вэра мала тухнӑ. Апат ҫинӗ чухне Андрей Рыбин ҫинчен каласа пачӗ. — Мӗнле уншӑн ҫеҫ мар? Малта ҫирӗп пӳллӗ, сарлака кӑкӑрлӑ, юле янӑ пиншакпа, пиншак айӗнчен йӑрӑмлӑ кӗпе, ҫамки ҫине пусса лартнӑ хура кепка тӑхӑннӑ, куҫӗсем айӗнче кӑваккӑн курӑнакан шыҫӑллӑ рабочи пырать. Талькав вӗсене пурне те анлӑ кӑкӑрӗ ҫумне тытса пӑчӑртарӗ. — Кӑмпа пухрӑм ҫав, — терӗ вӑл ӑна хирӗҫ, хӑравҫӑн кулкаласа. Пур чухне те пекех, господин хӑйӗн фаворитне япӑхрах фаворит тупсанах ӗҫрен кӑларать, ун вырӑнне япӑх фаворита илет. — Вӑл кампанисем ман ӗҫ мар, — тенӗ те Яков ҫилӗпе, Носков ним намӑса пӗлмесӗр, тӑрӑхламалла ответ панине илтнӗ: — Паллах, эсир организацилеместӗр, анчах та ӗҫӗ сире пырса тивет-ҫке-ха. Ҫурчӗ икӗ фасадлӑ, мӑрйисенчен штопор евӗрлӗ тӗтӗм тухать. Пуҫланчӗ вара ҫапла пӗр-пӗрне улталассин вӑййи. Авалхи императорла Венӑн ҫав мӗнпур скульптурӑллӑ илемлӗхне курас килет пулин те, Горева унпа ниепле те килӗшесшӗн мар. Альтманпа килӗшни — ун программин ытти пайӗсемпе килӗшнине те пӗлтернӗ пулӗччӗ. — Лар чей ӗҫме. Н-ски турӑш чапӗ таҫта ҫитиех сарӑлнӑ, ҫавӑнпа ун патне хӗне кӗнӗ е мӗншӗн те пулин кӳреннӗ цравославнӑйсем те — пуринчен ытларах хула ҫыннисем, — пухӑнаҫҫӗ. Акӑ, Ольга аккордеон ҫаккине хулпуҫҫи урлӑ ячӗ. Эпӗ лайӑх вӗренетӗп. Ку йывӑҫсем масар ҫинчи памятниксем пек туйӑнаҫҫӗ. Фома, урлӑ-пирлӗ пускаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа, чӳрече патӗнчен вырӑнӗ ҫине ҫитиччен ашшӗ калла таврӑннӑ та. Юрататӑп эпӗ сана. Нанко сана ҫур ҫул курман. Эсӗ унӑн учителӗ-ҫке. — А! Шыв! Маркитантка пиҫиххийӗ ҫинчен пӑхӑр черккине салтрӗ, хулпуҫҫи урлӑ ҫакса янӑ фляги кранне пӑрса кӑларчӗ те, черккене темиҫе тумлам эрех ярса, ачасене тӑсса пачӗ. Эпӗ ҫапла пӑрахса кайни княҫ хӗрӗшӗн лайӑх мар пулчӗ, вӑл ман ҫине пӗр хутчен ҫиллес куҫпа пӑхса илнинченех тавҫӑртӑм эпӗ ӑна… «Юрӗ эппин! — ҫилӗ тӑвӑнса килнипе чӗтресе шухӑшларӗ Озеров. Унӑн хырӑнман пичӗ тӑрӑх шултӑра куҫҫуль тумламӗсем юхса анса юр ҫине тумларӗҫ. Анчах эсӗ мана сутмӑн-и? Чӑн та, ара, Гек. — Сире калатӑп, эпир Магеллан проливӗнчен тухатпӑр, — тесе хушса хучӗ Гленарван. — Апла пулсан — шӳт тума вӑхӑт ҫитнӗ, — терӗ Петр Артамонов хыттӑн. Унта пичче хӑйне хӑй пӑртак тирпейлерӗ те манпа пӗрле тухрӗ. Тӑшмансем тыткӑна ҫаплах питӗ нумайӑн килеҫҫӗ. — Аван-и истори? — ыйтать Яков. Джемма хӑйне юратнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна качча илме сӑмах панӑ хыҫҫӑн тепӗр куннех тенӗ пек! Халь Корчагин ӑна пӗтӗмпех курать. — Сире йывӑр пулчӗ-и? Тепӗр икӗ сехетрен, пристань ҫинче ҫынсем шавлама чарӑнсан, эпӗ хамӑн казака ыйхӑран вӑратрӑм: «Эпӗ пистолетпа персе ярсанах ҫыран хӗррине чупса тух», — терӗм ӑна. Вӑл лӑпкӑ та йӑваш ҫын пек туйӑннӑ, анчах та ун ҫинчен ҫӳрен сӑмахсем вӑл ӗлӗксенче хӗрарӑмсем тӗлӗшӗпе питӗ шухӑ пулнӑ тесе ӗнентернӗ. Вӑл сӑмахсем Мария Гавриловнӑна ун ҫинчен лайӑх мар шухӑшлаттарман, вӑл (ҫамрӑк хӗрарӑмсем пурте ҫавӑн пекех ӗнтӗ) ун хӑюлӑхӗпе хӗрӳлӗхне палӑртакан ашкӑнӑвӗсене чӗреренех каҫарнӑ. — Апла пулсан, сире саламлатӑп эпӗ, сэр, сире те капитан, ҫак судносен тивӗҫлӗхне ӑнланма пултаракан тинӗс ҫыннин саламӗ пулать! Эсӗ асту, шкула ҫӳреме пӑрахнӑ пултӑр — илтетӗн-и? — Эпир нумаййӑн. Сӑмса тутри кӑларма тесе аллине кӗсьене чиксен, вӑл унта авалхи тусӗ парнеленӗ хуҫмалла ҫӗҫҫе хыпашласа тупрӗ. — Ах, кукамай, чарӑнсам-ҫке эсӗ! — хурлӑхлӑн йӑлӑнса та тарӑхса каларӗ Олеся. Пӗтӗм пӳлӗмре, уйрӑммӑнах старик ҫывӑхӗнче, леш, старикрен яланах килекен, вӑйлӑ та усалах мар хутӑш шӑршӑ кӗрсе тӑрать. Пурин ҫине алӑпа сулса ҫывӑрма пӑрахса кайсан, лайӑхрах мар-ши? Сӗтел ҫинче эрех кӗленчи пур, печени купаласа хунӑ. Сирӗн аҫӑр ӑслӑ та тӳрӗ ҫын пулнӑ курӑнать, хӑй кӑмӑлне вӑл, ҫӗр кунтелен умӗнче тунӑ пекех, пиллӗхӗнче питӗ уҫҫӑн каласа хатарнӑ. Кама пите кирлӗ-ха тӗрӗс вӑхӑт? Киргизсем тапӑнасса кӗтмеҫҫӗ-ши? Епле вара Иван Кузмич ҫавнашкал вӗтӗр-шакӑр ӗҫсене манран пытартӑр?» — тесе шухӑшланӑ комендантша. — Эпӗ: судьясем — ачасем пулаҫҫӗ, тетӗп! — тепӗр хут каларӗ амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа. Тарас кунпа интересленмест. Атаманчуков пуринчен те ытларах калаҫрӗ пулмалла. Каллех манӑн хам ӑссӑн туса янӑ хӑй ҫути тӗтӗм кӑларать, эпӗ ҫӑрӗ-ҫӗрӗпе ирчченех вулатӑп, манӑн хуллен-хулленех куҫсем пӑсӑлса пыраҫҫӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ вара мана кӑмӑллӑн калать. Утма йывӑр, пӗчӗк урисем юр ӑшне путаҫҫӗ. Анчах Федотов кӑштах кая юлчӗ. Алӑк умӗнче ҫынсем капланса тӑчӗҫ. Иккӗмӗш ӑстрӑмӗнче сӗрме купӑс евӗрлӗ касса ӑшаланӑ икӗ кӑвакал, флейтӑпа гобой майне килекен туса хатӗрленӗ сосискипе колбаса тата арфа евӗрлӗ хатӗрленӗ пӑру ашӗ ҫирӗмӗр. «Тавах турра, пач ӑссӑрах мар-ха эпир, — терӗ кум: — кам шуйттанӗ илсе пытӑр мана, вӑл пур ҫӗре. Фома пуҫне ҫӗкленӗ те, ун ҫине пӑхса илсе, тунсӑхлӑн кулса янӑ: — Ну-у? — Выртать, вилнӗ пекех. Ҫырӑва ыран ҫырса пӗтерӗп. Аллисене вӑл кӗсйине чикнӗ, мӑйӑхӗ чӗтренкелесе илет… Темиҫе ҫултан Камерон, унтан Стэнли хӑй те ҫакӑ тӗрӗссине ҫирӗппӗн кӑтартса параҫҫӗ. Ӑна ӗнтӗ вӗренсе ҫитнӗ, вӑл килнӗшӗн чунтан савӑннӑ, тӑван пек кӗтсе илнӗ. Пирӗн председатель — вунпилӗк ҫулхи ача, Степка Иванов, нумай ҫиекен ирсӗр ҫын, унтан пурте хӑраҫҫӗ… — Юрать. Анчах, тархасшӑн, ан кулянӑр маншӑн. Калаканӗ хӑй халапне малаллах тӑсрӗ. Хуллен-хулленех вӑл кӑшт хӑюлланчӗ те ӑнланмалларах калаҫма пуҫларӗ. — Ҫук, — терӗ вӑл, — эпӗ пурне те пуҫпа шухӑшласа илтӗм те, ҫав ӗҫ ман кӑмӑла каймасть. — Ӗҫ ҫинчен кала! — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗҫ таҫтан, амӑшӗпе юнашар тӑракансем хушшинченех. А ку, — терӗ вӑл мана хӑнасем ҫине черечӗпе кӑтартса: — Малевский граф, Лушин тухтӑр, Майданов поэт, отставкӑри капитан Нирмацкий тата Беловзоров гусар, эсир ӑна курнӑччӗ. Пурте пуҫӗсене тайса сӑхсӑхма пуҫларӗҫ. Епле эсир пурте… Шалтах тӗлӗнсе кайрӗ вӑл: ӑна пушар мар, шевле вылянтарать, ӑна пӗр пысӑк лапамри йышлӑ кӑмпасем фосфоритпа ҫутатса тӑраҫҫӗ. — Бойчо! — чӑтаймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Рада куҫҫуль витӗр. — Е вӑл ытла кӳлешет-и? Хӑвӑншӑн мар юрамасть, хамшӑн эпӗ пур кӳрентерӗве те тӳссе ирттерме пултаратӑп, — анчах пусмӑрлакансене ирӗк пама килӗшместӗп, вӗсем манӑн ҫурӑм ҫинче ыттисене хӗнеме вӗреннипе те ҫураҫмастӑп. Ҫавӑн пек питӗрсе лартса ӗҫлеттерекен хӗрсене паллӑ сехетсенче сада кӑларса уҫӑлтарнӑ. Ун чухне вӗсене икӗ карчӑк асӑрхаса тӑнӑ. Унта ним шухӑшламалли те ҫук. 16-мӗш числара вара, шкулта, питӗ нумаййӑн пырса тулнӑ колхозниксем умӗнче, Давыдов ӑна хӑй Ленинградран илсе килнӗ инструменчӗсене парнелерӗ тата ҫакӑн пек сӑмах каларӗ: — Хамӑрӑн хаклӑ тимӗрҫӗ Ипполит Сидорович Шалый юлташа, вӑл чӑн-чӑнах ударлӑ ӗҫленӗшӗн, — ытти колхозниксен те унпа танлашма тӑрӑшмалла, — эпир — колхоз правленийӗ — ӑна ҫак инструментсене парнелетпӗр. Эпӗ ун чухне алӑк хыҫӗнче тӑтӑм, питӗ шеллерӗм сире, Мери Джейн». Ҫав салху ҫулпа пынӑ чух пӗр япала сиксе тухнӑ. Вӗрентес пулать вӗсене! Пысӑк депо лӑках тулса ҫитнӗ хыҫҫӑн, траурлӑ шӑплӑхра малтанхи сӑмахсем илтӗнчӗҫ. Николай Антоныч шкулта хӑй ҫинчен кам мӗн калаҫнине пӗлесшӗн ҫунать. Тур ан хуштӑрах, — шутларӑм эпӗ, — хӑҫан та пулин ҫак хӑйне хӑй пӗлми пулса кайма пултаракан хӗрӳлӗх искусство чиккине татасса. Тӳпери ҫӑлтӑрсем пӗр-пӗринчен питӗ аякра вырнаҫнӑ пулин те, вӗсем, калӑпӑшӗ пысӑккине пула, пӗр-пӗринчен пысӑк вӑйпа туртӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗртен-пӗр Вася ҫеҫ хӑйӗн тӗссӗр кӑвак куҫӗпе тем курать, каҫса кайса савӑнать. — Мӗн унта каламалли пур! Йывӑҫ урасем хӑйӑр ӑшнелле путрӗҫ, ҫавӑнпа та лодка малалла пит начар шурӗ. Луиза темиҫе секунда хушши нимӗн те калайман. Вӗсем виҫҫӗн ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. — Эпӗ Катерина Сергеевна ҫине шанатӑп. — Охо, сире те вӗрентнӗ курӑнать! Ӑна — ларма-тӑма пӗлмен йӳрӗк ҫынна — хуҫалӑха ҫапла тытса пыни, пӗтӗм хутор хускалса кайни, ӗҫре пулни, ӗҫшӗн ӑшталанса хӗвӗшни питех те килӗшет. Пар витрӳне, эпӗ пӗр минутрах чупса кайса килетӗп. Юланут иртсе кайрӗ. Эпӗ капитана хамӑн план ҫинчен каласа кӑтартрӑм та, ӑна вара пӗрле сӳтсе яврӑмӑр. Вӑл пире ятланӑ хушӑра эпир леш ытлашши кашӑка ун кӗсйине чикрӗмӗр, Джим вара кашӑкне те, пӑтине те кӑнтӑрлачченех илме пултарчӗ. Паруссем мачта тӑрӑхӗпе вӑйсӑрланса усӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та пӑрпа ӗҫлекен машина пулмасан, «Дунканӑн», штильпе тӑлланнӑскерӗн, хускалайми чарӑнса лармалла пулатчӗ. Сӑмах пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен пырать вӗт. — Эпӗ питӗретӗп, никам та вӑрласа каймӗ. Эпӗ Бака йывӑҫсем айӗнчи апатланмалли вырӑна чӗнсе кӑлартӑм та, иксӗмӗрех юлсан, ыйтрӑм: — Нивушлӗ эсӗ ӑна вӗлересшӗн пулнӑ, Бак? Яков мӗнле шут тумаллине пӗлмесӗр, ҫак лутака, ӗмӗр тӑршшӗпех пичке ҫине утланса ларнӑ пек кукӑр ураллӑ каччӑна тӳрех персе пӑрахманшӑн ӳкӗнчӗ, мӑшлатса тӑчӗ. Эпӗ, хама пурте питӗ кӑмӑла кайнӑ пек туса, кӑмӑллӑн кулкаларӑм. Эпӗ ҫав ҫӗрлехи шӑплӑхра пӗччен ҫеҫ илтӗнекен тата ҫав тери парӑнтарма хӑтланакан сасса итлесе чул купи ҫинче ларатӑп. Ачамҫӑм манӑн, пин хут та юратма пултарать этем, анчах вӑл пурӗ те пӗрре ҫех чӑннипе юратать. Ку кайӑксенчен пӗрин ҫӑварӗ тинӗс сысни ҫӑварӗ пек, пуҫӗ — калта пуҫӗ пек, шӑлӗсем — крокодил шӑлӗ евӗрлӗ, акӑ мӗн йӑнӑштарчӗ пире. Манӑн умри ҫул йӑввӑн та тӗксӗмӗн ларса юлакан шӗшкӗ тӗмӗсем хушшипе кукӑркаланса тӑсӑлать. Вӗсем кӗрсенех алӑк хупӑнчӗ. Катя вара арҫынсене юратсах каймасть, нихҫан та качча тухмастӑп, тет, тата, хӑйпе арҫын калаҫнӑ чух, темрен хӑранӑ пек улшӑнса каять. Ӑна калаҫу теме те май килмест пулӗ, тен. Апат-ҫимӗҫ тултарса ҫыхнӑ ешчӗксем ҫыран хӗрринче нимӗн сиенсӗрех выртаҫҫӗ; вӗсенчен чи пысӑкрах пайне тинӗс пирӗншӗн шеллесе хӑварнӑ; пӗтӗмӗшпе илсен, тип сухари, аш-какай, эрех, пулӑ таврашӗсем тӑватӑ уйӑх тӑранса пурӑнмалӑх ҫитмелле. Шырӑр ӗнтӗ, йытӑсем! Шырӑр! — Ан хуйхӑр эс, Яшенька, ан хуйхӑр, — терӗ вӑл, куҫҫулӗ витӗр. Эпӗ ун пек пурӑнӑҫпа пурӑнасшӑн мар… Унтан каллех чарусӑр кӗрлев; уҫӑмлӑрах та вӑйлӑрах вӑл, вылянчӑк та шухӑ, телейлӗ те ҫутӑ. Инсаров вара Тициан хӑйӗн Вознесение текен картини ҫинче ытти ҫынсенчен маларах кӑтартса ӳкернӗ хӗрӳллӗ ҫыннӑн, Мадонна хыҫҫӑн аллине тӑсса тӑрса юлнӑ арҫыннӑн ҫурӑмӗпе ури хырӑмӗ ҫине пӑхса тӗлӗнчӗ; ун вырӑнне Мадонна — илемлӗ те вӑйлӑ хӗрарӑм — атте турӑ патнелле лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн туртӑнаканскер, — Инсаровпа Еленӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ; ҫавӑн пекех, вӗсене Чима да-Конельяно старикӗн тӗплӗ те таса тунӑ картини те килӗшрӗ. Эпӗ йӳнех сутатӑп. Пӗр танлӑх пулма пултараймасть, пӗр танлӑх ҫук. Капитан! — Ак ҫакӑнта, — терӗ. Вӑл питӗ хӑрушла тухатмӑш: ҫут тӗнчере канӑҫ памарӗ вӑл мана. Ҫакӑ вӑл хӑех йӑваш чунра хӑрушлӑх ҫуратать, кунпа пӗрлех тата шторм-гласс та ҫил-тӑвӑл ҫӗкленессе систерет. «Курмастӑп», терӗ Петр. Вӗсем иккӗш те вилӗ пулмалла. — Ну, мӗн тӑвас-ха манӑн санпала, Хлебников? Хӑш чухне кӑшт хускатнипех тӗпсӗр шӑтӑка йӑванса анакан чулсем хушшинчен иртмелле пулчӗ: вӗсем шавласах анса кайнӑ хыҫҫӑн кратер тӗпӗнче, пысӑк хуран ӑшӗнчи евӗрлӗ сасӑ янтраса каять. Ура айӗнчи юр ҫемҫе, юрпа витӗннӗ вӑрман шуралса курӑнать, йывӑҫсем мамӑкпа витӗннӗ пек лараҫҫӗ, юр пӗрчисем ҫаврӑнкаласа вӗҫсе анаҫҫӗ, ерипен ӳкеҫҫӗ, пирӗн вӗри питсем ҫинче ирӗлеҫҫӗ. Мухортый малтанхи пекех ҫиле май тӑнӑ, унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ чӗтренӗ. Платер улпутсем патӗнче ӗҫлетпӗр. Мӗн туса хутӑн-ха эс хӑвна ху? — тенӗ Резников. Эвелина Анна Михайловна ҫине пӑхса илчӗ, лешӗ хӑй аллипе Петрӑн тутине хупларӗ. — Кам татса парӗ, апла пулсан. Яков хӑйӗн нумай ӗҫсе тултарнӑ ашшӗ ӑна хирӗҫ салхуллӑн, тӑрӑхласа ответ панине илтрӗ: — Эсӗ часах пӗтӗмпех манатӑн акӑ, часах ҫурӑлса каятӑн. Ӑнланатӑр-и, ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче, а? Вӗсем Алупкӑна ҫитиччен те урӑх калаҫмарӗҫ. Профессор хронометр тытса тӑчӗ. Эпӗ ӑна улпутсене кайса сутӑттӑм, ҫур тенкӗ панӑ пулӗччӗҫ вӗсем, инҫе — вунпилӗк ҫухрӑм. — Эпӗ-и? — кӑмӑлсӑррӑн кулса ыйтрӗ Малевский. Салли аппа Том ҫинелле пӗшкӗнсе йӗрсе ячӗ:— Вилнӗ вӑл, пӗлетӗп эпӗ, вилнӗ вӑл! — тет. Ыранах эпӗ Аламо ҫумне каятӑп. Тепӗр вӑрӑ-хурахӗ, ахӑртнех, аялта капитан виллине ухтарма юлнисенчен пӗри пулас, трактир алӑкӗ умне тухрӗ. Сире ҫамрӑк чухне ҫавӑн пек ҫын вӗрентсе ӳстернипе эсир питех те савӑнмалла. Инкеке лекнӗ ҫынсем ягуарсен тӗреклӗ чӗрнисем ҫурри ҫӗрнӗ йывӑҫа шӑтарса кӗнисене курчӗҫ. Тайӑлса кайнӑ тӗкмесем хушшинчен вӗсен чӗрниллӗ урисемпе шӗвӗр сӑмсисем хӗсӗнсе те кӗнӗ. Сехӗрленсе ӳкнӗ лашасем, чӗлпӗрӗсене татса кайнӑ та, рамадара сирпӗнтерсе ҫӳреҫҫӗ. — Ҫитес ҫӗре ҫитни Океанӑн вӑйлӑ хумӗсем ҫинче нимӗҫсен Гамбургран Нью-Йорка каякан «Блюхер» ятлӑ пӑрахучӗ силленсе пырать. Ҫапӑҫусем пулкаланӑ пулсан та, вӗсем хӑшпӗр тӗлте кӑна, поляксем шалалла кӗни Будённӑйӑн дивизийӗсене ҫапӑҫӑва хутшӑнтарма пултарас тӗлсенче кӑна пулкаланӑ. Кӑвайтран хӗрлӗ чӗлхесем вӗлкӗшеҫҫӗ. — Сасӑ прависӗр хӑварнисене каллех сасӑ прави параҫҫӗ тет. — Тубянскире чиркӳ уҫаҫҫӗ тет, унта пухса хунӑ вӑрлӑхлӑх тырра колхозниксене ҫиме салатса параҫҫӗ тет. Вигвамра амӑшӗ ӑна ҫунакан вут умӗнче тутӑрпа шӑлса лайӑх типӗтнӗ, шыва кӗнӗ хыҫҫӑн ача хӑйне ҫав тери сывлӑхлӑ туйнӑ, вӑл пӗр минут та лӑпланса ларма пултарайман. — Мӗнле-ха апла, пан хорунжи, эхер килӗшеҫҫӗ пулсан? — хирӗҫлерӗ конвойнӑйсенчен пӗри, ҫирӗп шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса. Эпӗ куна хирӗҫлемерӗм те. Куна хирӗҫ атте аннеҫӗме ҫапла пӗлтерчӗ: вӑл халӗ ку госпожана астуса илет; тахҫан яш чухне атте Засекин княҫа пӗлнӗ: лешӗ питӗ лайӑх воспитани илнӗ, ҫапах ним тӗшне тӑман ҫын пулнӑ; обществӑра ӑна, вӑл Парижра нумай пурӑннӑран, «Париж ҫынни» тенӗ, вӑл питӗ пуян пулнӑ, анчах пӗтӗм пурлӑхне выляса янӑ; мӗншӗнни паллӑ мар, укҫашӑнах мар-и-ха, — хушса хучӗ атте, — вӑл темле приказра ларакан чиновник хӗрне качча илчӗ (лайӑхраххине те илме пултаратчӗ), авлансан вара вӑрттӑн сутӑ ӗҫне пикенчӗ те — йӑлтах ҫаралса юлчӗ. Ҫынсем уйӑрса ил, мӗн тата мӗнле тумаллине ӑнлантар, ҫӗкле вӗсене ҫӳле — вара каять ӗҫ… — Нина Дмитриевна! Ҫамрӑкки кӗрсенех ман ҫине пӑхрӗ, унтан васкамасӑр Ромашова куҫларӗ. Мӗн вара!… Каҫ ҫутӑ пулчӗ. Хӑвӑрт уҫса пырать! Мински ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илнӗ, хӑй хӗрелсе кайнӑ, старике аллинчен тытса кабинета ҫавӑтса кӗртнӗ, кабинета кӗрсен, хӑй хыҫӗнчен алӑкне питӗрсе хунӑ. Нимӗн те ҫук ҫав хӗрарӑм ӑсӗ пек тӗлӗнтерекен япала. Вӗсене мӗнле те пулин ӳкӗте кӗртме питӗ йывӑр, хӑйсене хӑйсем ӳкӗтлеттерессе ҫитермелле вӗсене. Эпӗ ҫула тухма пӗтӗмӗшпех хатӗрленсе ҫитессе чӳрече умӗнче тӳсеймесӗр кӗтетӗп. Вӑл тинӗс ҫинелле тинкерсе пӑхать, хура пӗлӗтсемпе карӑнса тӑракан ҫурҫӗр горизонтне куҫӗсемпе пӑхса илесшӗн. Никӗс ҫук ун айӗнче. — Саваҫҫӗ-ҫке ҫав хӗрарӑма тияккӑнсем, Христина пиркиех калатӑп-ха, — терӗ Ровоама, йӗрӗнсе кулнӑ май. Мӗнле, кинемейӗм, улпут килте-и?» Туршӑн та, куртӑм эпӗ вӗсене. Павел унӑн хӑйне ҫывӑх сӑн-пичӗ ҫине, унӑн ҫӑра ҫырӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхса илчӗ, ӗлӗкрех ҫав тери хаклӑ та ҫывӑх пулнӑ хӗре шеллесе, чӗре патне хӗрхенӳ хумӗ капланса пычӗ. — Халь мӗнле? — хӑвӑрттӑн ыйтнӑ хӗрарӑм. Пӳрт ишӗлчӗкӗнчен пӗр мӗлке тухса аялалла, шырлана сирпӗнчӗ. Мана мӗн тери усӑллӑ канашсем паратчӗ… пуринчен ытла… пуринчен ытла хӗрарӑмсем тӗлӗшпе. — Ах, чӑнах та-ҫке! — астуса илчӗ Волошин. Ӑна пӳлӗмре, нӳрлӗ ҫиттисемпе чӗркесе, кашни кӗтессех лартса тухнӑ студисем статуэткӑсемпе бюстсем нумай пулни тӗлӗнтерчӗ. — Мӗн ӗҫ пур ман вӗсен ҫумӗнче? Мур пӗлет, мӗнле ҫывхармалла ун патне!» Час-часах эпӗ Семёнов пекарнине, хамӑн малтанхи юлташсем патне чупса кӗреттӗм, вӗсем мана савӑнӑҫлӑн йышӑнатчӗҫ, хапӑллансах итлетчӗҫ. Вӗсен произведенийӗсене ӑнлантарса паракансем ҫав териех нумаййӑн пухӑнчӗҫ те, вӗсенчен темиҫе ҫӗр ҫыннӑн картишӗнче тата утрав пуҫлӑх ҫурчӗн ытти пӳлӗмӗсенче черет кӗтсе тӑмалла пулчӗ. Ҫеҫенхирти мӑн ҫулсем пек вӑрӑм каҫсенче нумай-нумай хутчен вӑл тем ҫинчен те шухӑшласа пӑхнӑ. Кулӑшла пулма пултарассинчен шикленни улталанассинчен те ытларах хӑратать хӗрарӑма. — Атланти океанӗнчен тухсан, эпир Добрая Надежда сӑмсахӗнчен икӗ градус аяларах иртетпӗр те, Инди океанне кӗрсе каятпӑр. Купецсем ун ҫӑварӗ ҫине чӗмсӗррӗн, тимлӗхлӗн пӑхса ларнӑ, пурин пичӗсем те пысӑк тинкерӳпе тулнӑ. — Ҫавӑнта кайӑпӑр! — терӗ Гленарван. Фома типпӗн кулса янӑ та:— Эх, манӑн та ҫавӑн пек пуласчӗ, нимӗн тӑвас ан килтӗрччӗ… — тесе хунӑ. Хӗлӗхсем те, хӑй пекех шиклӗн сас парса, ҫӳҫенсе кайнӑ. Апла эсӗ вӗсемпе тимлесех калаҫатӑн пулать? Ҫапла хыпса илни атмосферӑра пулнӑ пирки, вӑл, ҫиҫӗм е ҫурҫӗр шевли пекех, атмосфера явленисен шутне кӗрет. Ҫиҫӗме е ҫурҫӗр шевлине тахҫан авал метеорсем тесе ят панӑ пулнӑ; вӗсене метеорологи науки тӗпчесе вӗренет. Халь ӗнтӗ «метеор» текен сӑмахпа тӳпери чулсене кӑна калама тытӑнчӗҫ, ҫиҫӗме е ҫумӑр пӗлӗтне метеор тесе никам та каламасть. Метеорсемпе астрономсем интересленеҫҫӗ. Уйран илсе килнӗ симӗс калча вӗсен чӗрисенче ҫӗнӗ шанчӑк ҫуратрӗ. Одинцова Базаров ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ. Епископат вулкан пек тапса тухакан революцилле организацисене аса илтернӗ. — Пӑрах, ҫитӗ! — Мӗн тума калать вӑл куна? — хуллен ыйтрӗ крыльца патӗнче тӑракан арҫынсенчен пӗри. Ойесов та ҫапла каять: савнӑ анне! тет. — Сӑлтавӗ пысӑк мар унта, — терӗ Паганель, — эсир ӑна часах ӑнланатӑр, тусӑмсем. Становой пичӗ турткаланса илчӗ, вӑл урисемпе тапӑртатма тытӑнчӗ, Рыбин ҫине ыткӑнчӗ. Вӑл, Ҫемене тухса кайма хушса, пуҫне сӗлтрӗ, хӑйӗн тискер кайӑкӑнни пек кӑмӑрчаклӑрах хӑлхине алӑк ҫумне тытрӗ. Зинаида!» сӑмахсемпе вӗҫленмеллеччӗ, анчах ман нимӗн те тухмарӗ. Эпӗ сирӗн компаньон вӗт. «Халӗ плантатор хӑй тӑванӗн ывӑлӗн характерне ҫывӑхрах пӗлме пултарнӑ. Эпӗ вара пысӑк калаҫу ҫавӑн чухне пуласса ҫийӗнчех ӑнланса илтӗм. Сӑмах май, Русь пуҫланнӑранпа сарлака сухалсӑр пуянланса кайнӑ ҫын пулманнине асӑрхаттарса хӑварӑр; тепри хӑйӗн ӗмӗрне савӑл пек шӗвӗр сухалпа пурӑнса ирттернӗ, пуйса каять те, вара сасартӑк пӑхатӑн та — йӗри-таврах сухал тапса тухнӑ — ӑҫтан кӑна ҫӑмӗ тухать-ши! Ҫак ӗҫ паровозпа кайнӑ ҫынсен ҫемьисене пӗр-пӗринпе тата та ытларах туслаштарчӗ. — Ку хут ҫинчи паттӑрлӑх ҫеҫ, тӑванӑм! А манӑн мӗнле-ха? «Ҫапла пуль тетӗп, пирӗн патша вара ҫавӑншӑн вӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухать. Зал вӑйланса пыракан кӗрлевлӗ хулӑн кисренӳпе тулать. — Эпӗ сире ҫакна ӗнентеретӗп, мӗншӗн эпир хамӑра ыттисенчен ытларах юрататпӑр?.. Илсе килеҫҫӗ хайхи хӗрарӑма. — Ыйтатӑп эпӗ сиртен, — мӑкӑртатрӗ Ромашов. — Кӑштах кӗтсе тӑр-ха ҫакӑнта. Вӑл ҫынсемшӗн пулманпа пӗрех туйӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Ольга инҫех те мар тахӑшӗсем хӑвӑрттӑн та асӑрханса пӑшӑлтатнине илтрӗ. Акӑ унӑн аллисем ӳт тӑрӑх йӑшӑлтатса саланчӗҫ, вӗсем сивӗ, вӗлтӗрен пек чӗпӗтеҫҫӗ. Бэла вырӑн ҫинчен пуҫне ҫӗклерӗ те: «шыв парӑр!..» — терӗ хӑрӑлтатакан сассипе. Шуйттан пӗлет, тем ҫинчен каланӑ эпӗ вӗсене, анчах паллах ӗнтӗ — урӑхла, ҫӑмӑлтарах, ӑнлануллӑрах пурӑнӑҫ пулма пултарассине ӗненме май паракан калаҫусем пулнӑ вӗсем. — Евгений. Ку хутаҫ иккен. Правилӑсене пӗлместӗр-им? Френчпа, ҫара пуҫӑнах хӑй, — сарлака ҫамки тӗлӗнче автан киккирикӗ майлӑ тӑракан ҫӳҫне хуллен ҫеҫ ҫил вӗҫтеркелет. Шеремет ачи, ахӑртнех, ҫапнӑран ыратнипе мар, тен, хӑй кӑмӑллакан ачасем пиллӗкӗн пӗр сӑлтавсӑрах ун ҫине кураймасӑр пӑхнипе, ӑна хӑваласа яма килӗшнипе хурланса йӗнине эпӗ тавҫӑрса илеймерӗм. Мӗн лайӑх — вӑл ӑна килӗшет, мӗн ӑслӑ — эсӗ ӑна пар, анчах вӑл ӑҫтан тухса килни — уншӑн пурӗпӗр. Аэлита плащ айӗнчен икӗ аллине те кӑларса хучӗ, ачалла — пӗҫҫинчен ҫатлаттарчӗ. Вӗренӗве вӑл ыттисенчен сехет каярах тухать, каясса та пӗр сехет маларах каять. Ку вара уншӑн сасартӑк мӗнпур ирсӗрлӗхӗн хӗҫпӑшалӗ пулса тӑнӑ. Тапакӗ пит аван санӑн. — Манӑн питӗ те… сан ҫине пӑхас килет… анчах пултараймастӑп эпӗ… Мана пӗтӗмпех… амантса пӗтерчӗҫ… Пӗр-ик минут хушши унӑн чӑрмалакан, кукӑр-макӑртарах сӑмахӗсене итленӗ хыҫҫӑн Яков тӑрса ларчӗ, пирусне урайне пӑрахрӗ те, пушмакне тӑхӑннӑ май, ассӑн сывласа илсе:— Санӑн лайӑх кӑмӑла пӑсас йӑлуна ӑнланмастӑп эпӗ! Ӗмӗрлӗхех тӑраннӑ ӗнтӗ. Вӑт мӗнле хӑтланать ку саккун: ултӑ пин долларлӑ ҫынна ҫакнашкал кивӗ хӳшӗре усрать, сысна та тӑхӑнма вӑтанмалла ҫӗтӗк-ҫурӑк тум тӑхӑнтартать. — Пӑрах, тусӑм, ман умра тунса ан тӑр. Эпӗ пуян пулнӑ пулсан, сана вӗренме хӑвалӑттӑм. Аннушка васкасах вӑрмана кӗрсе кайрӗ. Унӑн служанки ун хыҫӗнчен икӗ тутӑрпа чӗркесе ҫыхнӑ япалисене йӑтса пынӑ. Ара, халь аса илтӗм: вӑл часах вилнӗ. Пӑртак укҫа сыхласа хӑварма пултарнисем майӗпен-майӗпен пурте ураписем ҫине ларчӗҫ те туха-туха кайрӗҫ. Унтан мана король ещӗкрен пӗр пуканне кӑларса пама хушатчӗ, мана хӑйӗнчен виҫӗ ярд аяккарах комод ҫине хӑй пичӗ ҫӳлӗшне лартатчӗ те чылайччен калаҫатчӗ. Государство влаҫӗ вӑл государство тытӑмӗнче ӗҫлекен кашни уйрӑм ҫынра пӗтӗҫсе тӑрать. Хресченсене ыйтусем ҫырса парать, докладсем ҫырать, сотскисене ӑс вӗрентет, ҫӗр виҫекенсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, ӗҫкӗ ҫурчӗсенче ҫапкаланса ҫӳрет, хулари мещенсемпе тата кӗрсе выртмалли ҫуртсенчи дворниксемпе паллашса туслашать. Ку юмахӑн тупсӑмне малашлӑх ҫеҫ тупса пама пултарӗ. Пӗр-пӗр шухӑш-кӑмӑл хыҫҫӑн кайнӑ чухне ӗҫ тата кӗрешӳ, пурнӑҫри тӗрлӗ вак-тӗвек кӗрешӳ, ҫывхарасса сиссенех вӑл хӑй тӗллӗнех ҫав шухӑш-кӑмӑла е ҫав ӗҫе пӑрахма васканӑ, каллех ирӗке тухма тӑрӑшнӑ. Законлӑ мар ҫуралнӑ темӗнле ача, пирӗн ҫемьене кӗрсе кайнӑскер! Ан тив, унӑн амӑшӗ кам пулнине пӗлтӗр! Вӗсем унчченех шурса кайнӑччӗ ӗнтӗ, ҫак хыпара илтсен вара кӗл пекех пулса тӑчӗҫ. — Эпӗ ӑна ҫав пилӗкҫӗр тенке парне вырӑнне илме каласан, вӑл мӗн тери хӗпӗртенине курасчӗ сан… анчах пуринчен те кулӑшли — вӑл ман патӑма илсе пынӑ счет. Ун пек тӑвӑл пулнине эпе астумастӑп та. Виноград сачӗсене епле амантрӗ! Тепӗр кун, январӗн 9-мӗшӗнче, сӑртсен хушшине кӗрсе кайсан, ыр кӑмӑллӑ ученый малтан йывӑрлӑхсем пулмаҫҫӗ тенӗ пулсан та, пӗчӗк отрядӑн сахалах мар йывӑрлӑхсене тӳссе ирттермелле пулчӗ. Ҫывӑрма выртнӑ чухне мана Саша, ахаль чухнехи пек мар, пит йӑвашшӑн каларӗ: — Лампӑна ан сӳнтер! — терӗ. — Мӗншӗн ҫилленчӗҫ пулать-ха сана пиччӳсем, Суламифь? Мӗнпе уйрӑлса тӑнӑ ун пурнӑҫӗ Найденовӑннинчен? Ах турӑҫӑм! Унӑн мундирӗ ҫине, шлепки ҫине пӑхсан та вӑл статски советник иккенӗ паллӑ. Сӑмахсене асаплӑн шыра-шыра, вӑрахчен чарӑна-чарӑна тӑрса, питне тӗксӗмлетсе те асаплӑн та мӗскӗннӗн йӑл кулса, вӑл темиҫе сӑмахпа хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ телефонпа Вальӑпа калаҫасшӑнччӗ, канашлассӑм килетчӗ-ҫке манӑн: юлашки ҫулсенче вӑл Татариновсен патӗнче пулкаланахчӗ-ха, — анчах вӑл килӗнче ҫук иккен. Эпӗ ӑна ҫаплах каларӑм та: пит чӑтаймастӑн пулсан, ҫӳрех аскӑнланса, анчах асту, ҫине йӑтса ан кил е чир-чӗр ан ҫаклат, ун пек-кун пек пулсан, пуҫна тепӗр майлӑ пӑрса лартатӑп!» — терӗм. Манӑн ирӗксӗрех куҫу тапхӑрӗн пушхирне хӑвӑртрах чупса тухас та ҫак тапхӑрӑн вӗҫне туслӑхӑн чӑннипех те ҫепӗҫ, ырӑ туйӑмлӑ шевлипе каллех ҫап-ҫутӑ ҫутатакан телейлӗ вӑхӑт патне, ытарайми илемпе, поэзипе тулса тӑракан ҫӗнӗ тапхӑра — яш ӗмӗре ҫитес килет. Асӑнмалӑха та ҫепӗҫ туслӑха хисеп туса парнелетӗп ку револьвера сана, вара Веткин мӗнлерех хӑюллӑ офицер пулнине яланах тӑрӑшуллӑн асра тыт. — М-м-даа! — терӗ амӑшӗ, унтан аяккарах шуса ларчӗ, куҫӗ унӑн хӗсӗк те ҫивӗч куҫӗпе тӗл пулсан, ирӗксӗрех куҫне хупса илчӗ. Пухӑвалла кайнӑ май офицерсем ҫул ҫинче питӗ нумай иртӗхрӗҫ. Акӑ кунта! Пирвайхи хут вӑл хӑйӗн вӑйӗ нихҫанхинчен те ытларах пӗтсе ҫитнине туйрӗ, алли-урине хускатма та, сыхланма та урӑх пултарайманнине сисрӗ. — Шӑпах тӑван, пичче ачи вӑл. — Шепердсонсем нихҫан та тухмаҫҫӗ, атте. Хӑйӗн пурнӑҫӗпе вӑл, Эвелина, хӑех хуҫа. Каяш таврашӗ пулать-и? Чамасӑр ҫӑтӑх, нихӑҫан тӑранса курман кӑмӑл хастарлӑхӗ вӗсен шутлав хастарлӑхне калама ҫук вӑйлӑн ӳстерсе, виҫесӗр аскӑнлӑхпа ҫивӗчлетсе янӑ. Пурте тӳнтерле пурӑнаҫҫӗ, хӑяккӑн утаҫҫӗ, пурнӑҫра нимӗнле ятулӑх та ҫук… Никита пуҫне сулса илчӗ. Вӑл ҫав ещӗке питех те сайра уҫса пӑхкаланӑ. — Манӑн савни ҫук. Кӑшт намӑс мар-и сана: эсӗ авланнӑ ҫын, санӑн ачу-пӑчусем те ман пек пулнӑ, эпӗ вара вуҫех те урӑхла… Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, е ыйхӑ пуснипе, е тӑн-пуҫ манӑҫа кайнипе аптӑранӑ. Вырсарникунсенче эсӗ ҫӳҫ-пуҫа тураса якатма тата ытти ҫавнашкал кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫпе чӑрманма юрататӑн-и? Анчах философи — вӑл савнӑ Вьена! Тарса ӗлкӗрейменнисем пурте отряд аллине парӑннӑ. Машинист питне-куҫне пӗркелерӗ, тарланӑ ҫамкине чӳпӗкпе шӑлса типӗтрӗ, унтан ҫав тери тарӑхтаракан ыйту ҫине ответ тупас пек, хӗрелнӗ куҫӗсемпе манометр ҫине пӑхрӗ. — Сывӑ пул, манӑн ненько! Жак Паганель куҫӗсене пӗрре те ҫӗр ҫинчен илмест, кашни чул татӑкне темскер вырӑнне хурса сӑнать. Ҫак ҫӗнӗ инкеке пула, Рада кӑшкӑрса ячӗ те, тӑнран кайса, сак ҫине ӳкрӗ. Викторушки аҫа ҫури манерлӑ пулмашкӑн вӗренме пуҫларӗ, ун пек вӑраххӑн утса ҫӳреме, улпут аллисем шанчӑклӑн выляса тӑнӑ пек аласене вылятма, аҫа ҫури пек галстука темле ӑраснах хитрен ҫыхма тата чаплаттармасӑр, чиперрӗн ҫиме вӗренме пуҫларӗ. — Арӑслан лаша, — ҫирӗплетрӗ ватӑ казаксенчен пӗри. — Ку вӑл — сӑлтав мар! — кӑшкӑрнӑ пекех каларӗ Алексей, уксах лаша ҫинче юланутпа сиктерсе пынӑ евӗр сиксе илсе. Чӗре пӑсӑлнӑ ман, ҫав хуплать! Унӑн тутисем чӗтреҫҫӗ, тӗссӗр куҫӗсенчен темле ҫуллӑ, тӗлӗнмелле шултӑра куҫҫулӗсем юхса анчӗҫ. — Томас Сойер, сэр. Панталонӗсене тӳмелемелли хул айнех ҫитнӗ, пӗр панталонне хӑмӑр пусма тавартан, теприне сарӑ-ҫутӑ тӗслинчен ҫӗленӗ. Питне шуратнине тата писев сӗрнине Алексей, тӳрех калас пулать, малтанах сисмен, каярахпа та асӑрхасах кайман. Хуралҫӑ ҫул ҫине тухрӗ, пӑхса килчӗ. — Рея ҫинче сулланса тӑрсан, вӑл тата чаплӑрах пулӗччӗ, — хирӗҫлерӗ капитан. Рабочисем темле пӗр вырӑнта ларма юратманни, вӗсен тӗнче тӑрӑх ҫӳрес килни палӑрать. Вӗсене хамӑр систермесен, пире чӑрмантаракан та пулмасть-ҫке, ҫавӑн чухлӗ тертленсе аппаланнӑ хыҫҫӑн ҫын тӗрмерен пӗр чӑрмавсӑр-мӗнсӗрех тухса тарать, капла пирӗн ӗҫ пӗртте кӑсӑк пулмасть. Хатӗрленсе ҫитсен, вӗсем малтан лавсене кӑларса ячӗҫ, хӑйсем, юлташӗсемпе тепӗр хут сывпуллашса, шӑппӑн кӑна лавсем хыҫҫӑн утрӗҫ. Носилка парӑр! Ку вӑл — «ашшӗсемпе ывӑлӗсен» тахҫанхи хирӗҫӗвӗсене аса илтерет; анчах кунта ҫав хирӗҫӳ чылай ҫемҫелсе палӑрнӑ. «Мӗнле чипер хӗр пулнӑ!» — тесе шухӑшларӗ те Давыдов, ассӑн сывласа ячӗ. Анчах май уйӑхӗн юлашки кунӗсенче князӗ чикӗ леш енчен тавӑрӑннӑ та, хӑй ҫуралнӑранпа пӗрре те пулса курман ялне пынӑ. — Эпӗ, ырӑ ҫыннӑм, кайран… — бидонне ярса тытса, васкарах ута пуҫласа калаҫма тапратрӗ карчӑк. Йӗри-таврах шуйттанла кӗмсӗртеттерсе ахӑлтатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Курӑнсах тӑрать, ҫак пысӑк япалана мӗнпур выльӑхсемпе ҫынсен вӑйӗсене пӗрлештерсен кӑна кӑларма пулать. Бурмин Мария Гавриловнӑна пӗве патӗнче, йӑмра айӗнче тупнӑ. Мария Гавриловна аллинче кӗнеке пулнӑ, хӑй вӑл шурӑ платйӗпе, романри чӑн-чӑн героиня пек пулнӑ. Пӗтӗм Сечь вара пӗр чиркӳре кӗлтуса пурӑннӑ, пост ҫинчен тата кашни хӑйне чарасси ҫинчен илтесшӗн те мар пулнӑ пулин те, козаксем ку чиркӳшӗн юлашки юн тумламӗччен ҫапӑҫма хатӗр пулнӑ. Лавҫӑсем кун хыҫҫӑн тепӗр каҫхине каллех чарӑнса тӑчӗҫ те пӑтӑ пӗҫерчӗҫ. Алексей шурӑ пӗлӗт тӗтри ӑшне кӗрсе кайрӗ те хӑйне хӑвалакансене ҫӗтерсе хӑварчӗ. Хутран-ситрен вӑл йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, Аркадипе вӑл ӗлӗкхинчен сахал калаҫа пуҫларӗ… вӑл унтан пӑрӑнчӗ, вӑтаннӑ пек пулса кайрӗ… — Мӗнле каяс килет вӑл сирӗн, пачах ӑнланаймастӑп сире, господа! — Ытларах ҫи! — тесе канаш пачӗ те ӑна Артамонов ҫӗрелле пӑхса мӑкӑртатрӗ: — ҫакӑн пек ӗҫшӗн хӗрлӗ автан ярасчӗ вӗсем ҫине, ан тив аллисем ӑшаланччӑр вӗсен. Пӗр кун иртсенех вӑл кашнинпех туслашрӗ. Унӑн пичӗсенчен кулӑ кайман пулин те вӑл ҫынна вӗлермелле ҫапӑҫма пуҫланӑ. — Ӗҫсем, паллах, тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, — лӑплантармалла калаҫма тытӑнчӗ Серафим: — начаррисем те пур, лайӑххисем те пур… Эпӗ астӑватӑп. Каларӑм сире урнӑ йытӑ тесе, урнӑ йытах вӑл… Вӑл ӗнтӗ виҫӗ ҫул ӗлӗкрех пулнӑ. Куратӑр-и? Сивви те сивӗ! Озеров пырса ҫитрӗ. Калаҫнӑҫемӗн вӗсем иккӗшӗ те пӗр ҫапӑҫусенчех пулни палӑрчӗ, ҫакӑ вӗсене питӗ тӗлӗнтерчӗ. — Эпӗ сире, йытӑ амин ҫурисем! — кактуссен хушшинчен сиксе тухса кӑшкӑрса ячӗ Гусев; сасси ют, тискер, хаяр. Наталья та, стена ҫумӗнчен сулӑнса, упӑшки умӗнчен сӑпка патне иртсе кайрӗ, — унта паҫӑртанпах ӗнтӗ ачи макӑрнӑ. Халӗ, ҫарсем хӑйсен тахҫантанпах кӗтнӗ тӗллевӗ патне ҫывхарса пынӑ чух, кашниех темпсене мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑвӑртлатасси ҫинчен шухӑшлать, Венгрипе Австри асфальчӗсене никам та аттисемпе таккаса пырасшӑн мар, ҫӗнтерӳ патне кашниех тем пулсан та мӗнле те пулин трофейнӑй япала ҫине ларса ҫитесшӗн. Катя ӗҫлекен стоматологически те юлнӑ. Тарасӑн мӑйӑхӗ кӗмӗл тӗслӗн ҫуталать, куҫран умлӑн-хыҫлӑн куҫҫуль тумламӗсем ӳкеҫҫӗ. Эсӗ калатӑн: Чужанин мана пусмӑрласшӑн пулчӗ, тетӗн, анчах вӑл путсӗр-вӗт, боец мар. Эпӗ хамӑн мускулсене тыта-тыта пӑхатӑп та: «Сасартак йышӑнмасан?» тесе ыйтатӑп. Мӗн вӑл капансем? Халӗ салтак та ҫирӗм пилӗк ҫул хушши пӑшал йӑтса ҫӳремест ӗнтӗ, — ӗҫлетӗр-ха вӑл та! — Нимӗн те». — Старост йӗрке пӗлет! — терӗ Квейс хаваслӑн, хӑй лартнӑ староста пирвайхи приказа тӗрӗс пурнӑҫласа пӗтӗм яла тӗслӗх кӑтартса панӑшӑн кӑмӑллӑ пулса. Эх, Аллах, Аллах! Вара типӗрех сӑмахсемпе каласа кӑтартать, вӗсем ҫумне ҫыпӑҫуллӑ халлапсем, кӗтмен ҫӗртен урӑх япаласемпе танлаштарса илнисем тата тӗрлӗрен шӳтле сӑмахсем пит нумай хуша-хуша хурать: — Акӑ — ҫынсем ӳпкелеҫҫӗ: ҫӗр сахал теҫҫӗ; Вӑл калани хама тӗлӗнтерсе янине астӑватӑп-ха. — Ан тив, — аран ҫеҫ ҫӑвар уҫса каларӑм эпӗ. — Малалла кала. Половцев конвертне уҫрӗ, ҫырӑвне хунар тӗлне тытса хӑвӑрт вуласа тухрӗ. — Седоя ман ятпа тав тӑвӑр. Пӗри тепринчен тутлӑ мар… Халь акӑ Курск шӑпчӑкӗсем вӑрмана хӑйсен илемлӗ кӗввисемпе тултарчӗҫ. Ыранхи кун, комисси умӗнче мар, вилӗм умӗнче экзамен тытмаллипе Алексей шӑпчӑк юррисене итлесе ҫывӑрса каяймарӗ. Амӑшӗ вӑл каланине итлесе ларчӗ, кӗпине тӳрлетрӗ, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Эпӗ кунта, санӑн хулунта, пӗтӗмпех пӗлетӗп, тӑватӑ хутчен вӑрттӑн килсе кайрӑм, пӗтӗмпех ыйтса пӗлтӗм. Хура вӑрмансенче тискер кайӑксем улани те илтӗнме пуҫларӗ… Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ евӗр, хӑв аллу ҫине: мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, ҫирӗп, кӗвӗҫу, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем. Тупата, ухмаха ертӗн! — Нимӗҫсем улӑхнине Ясько та улӑхатчӗ ӗнтӗ, — хирӗҫлерӗ ӑна Марыся. Ҫӗр ҫине сиксе ансан ҫав йӑнӑша курса, эпӗ тӳрех юрне алӑк патӗнчен ывӑтма тытӑнтӑм; юрӗ нӳрӗ пулнипе пит хытса ларнӑччӗ; йывӑҫ кӗреҫе аран-аран кӗретчӗ, тимӗр кӗреҫе ҫукчӗ, эпӗ лӑп пӗчӗк алӑкран приказчик кӗнӗ тапхӑрта кӗреҫене хуҫрӑм пӑрахрӑм; — Саша, Сашенька! — мӑкӑртатрӗ вӑл ӑссӑрла. — Ҫук. Паянах колхозсене тухса каятӑп. Ку хамӑрӑн сулӑ иккен. Мӗн тери савӑнтӑмӑр эпир! Каллех ун ҫине кӗрсе лартӑмӑр. Площадка ҫинче пӗр самантлӑха чарӑнса тӑчӗ. Вӗсем шанмасӑр лашалла ҫынна хирӗҫ пынӑ, унтан чарӑнса сывлӑша шӑршласа пӑхнӑ, анчах вӗсем ҫиле май пулнӑ пирки ҫын шӑршине туйса илеймен. Эпӗ ыратнине тӳсни кукамайӑн кӑмӑлне каятчӗ. Варенька, пӗр пытармасӑр тӳрех калӑр-ха: сирӗн ман арӑм пулас килет-и?» Вӗсем пӗрремӗш пӳлӗме кӗчӗҫ. — Савнӑ Джон, — терӗ ӑна лешӗ, — ирхи апат хыҫҫӑн пурте пӗрле пухӑнса, хамӑрӑн ҫӗнӗ экспедицин программине сӳтсе явӑпӑр. Яхтӑн пассажирӗсемпе ҫамрӑк капитан кают-компанине анчӗҫ. Яхтӑн парне пӗр виҫерех тытса тӑма аслӑ механика хушса хӑварчӗҫ. Тин ҫеҫ хырӑннӑ майор тата ытти ҫулҫӳревҫӗсем, хӑйсене аран-аран йӗркене кӳрткелесе, сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ. Ганс ҫав шӑтӑка гранит ванчӑкӗсемпе питӗрсе хума тытӑнса пӑхрӗ. Джон трап ҫинчен аялалла сикрӗ. Ик-виҫӗ ҫекунтранах эпӗ хама хам каллех уҫӑ сывлӑшра пулнине сисрӗм те каллех ирӗккӗн сывлама пуҫларӑм. — Каҫарӑр, анчах эпӗ тепӗр алӑ ҫинчен калатӑп. Унӑн сӑмаххисем Сашӑна ытлах та ҫилентеретчӗҫ, вӑл ӑна виртлетчӗ, вара лешӗ Саша еннелле йӗрӗннӗ пек чалӑшшӑн пӑхса:— Эх, эсӗ, таракан, турӑ йӑнӑшӗ! — тесе хуратчӗ. Амӑшӗ, ҫакна куҫӗ умне кӑларса тӑратнӑ май, темскере тӳсмелле мар хӗрхенчӗ. Мана ҫӗҫӗпе, револьвера каялла пар. Анчах эпӗ вӑтансарах кайнӑран пӑртак ҫемҫелсе:— Еклезиаста вуланӑ-и? — тесе янтӑратса ячӗ. Анчах пирӗн стратостатсенче сывлӑш кӗмелле мар тачӑ хупӑнакан кабинӑсем пулаҫҫӗ. Марс ҫине анакан пӗрремӗш экспедицинчи ҫынсен скафандрпа ҫӳремелле пулать… «Виҫӗ король пирӗн патшана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, тесе калаҫаҫҫӗ», сӑмах пуҫласа ячӗ Иван Иванович. Анчах ҫав хӗҫ-пӑшала пире, Юргин, тылран илсе килсе памӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хамран нумай ҫӳлӗрех тӑракан ҫынсене хама хисеплеттерес тесе темӗн чул тӑрӑшни усӑсӑр пулать текен хуйхӑллӑ шухӑшсем ман пуҫа киле пуҫларӗҫ. Туран хуҫӑк туратсем, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр, йывӑҫ хупписем юхса анаҫҫӗ: апла шыв тулма пуҫланӑ. — Манӑн нумай пулмасть асанне вилнӗ. Уотсон мисс ялан манпа чӑкӑлташать, юлашкинчен ҫакӑ мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ те питӗ кичем пула пуҫларӗ. — Эпӗ Мускава таврӑнтӑм, — терӗ малалла, — ҫинчех вара хама Ленинграда куҫарттарасшӑн ӗҫ ҫӳретме тытӑнтӑм. — Эпӗ пӗлетӗп ӑна, — терӗ шӑл вӗҫҫӗн профессор, — эпӗ ҫак ҫӗр кӑмрӑк сийӗсен хушшинче пыракан галерее ҫын аллипе тунӑ япала маррине аванах пӗлсе тӑратӑп. Карттӑпа тӗрӗслесе вӑл Лизиазирӑн аялта ише-ише юлакан хысакӗсем ҫине пӑхкалать; вӑл хӗвел тухӑҫнелле, кактус уйӗ патнелле, аппарата хӑварнӑ вырӑналла ҫул тытрӗ. Салтаксем пӗр-пӗринпе, ҫӗр чавалакансемпе, килхуҫин рабочийӗсемпе ҫапӑҫатчӗҫ, хӗрарӑмсене хӗнетчӗҫ. Ҫынни эсӗ лайӑх, лӑпкӑ, ӗҫместӗн, пӗр сӑмахпа каласан — усал мар, а вӑл, шуйттан хӗрарӑмӗ, ҫавӑнпа усӑ курать те: сан ҫине утланса ларнӑ та хӑвалать те хӑвалать; хӑвалать те халӑх умӗнче мухтанать тата: «Акӑ мӗнлисене тыткалатӑп эпӗ!» Арӑмне те вӑл хӑйне юрӑхлине шыраса тупнӑ. Амӑшӗ ывӑлӗшӗн хӑраса кайрӗ, ӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ. Акӑ хӑҫан палӑраҫҫӗ иккен вӗсем, ҫынсем! Ҫын куҫне хупрӗ, чылайччен шухӑшласа выртрӗ, юлашкинчен тин ӑнланса илчӗ вӑл. — Ҫук, мӗншӗн, ӗҫлетпӗр, анчах хӗсместпӗр. — Выля-вылях хурлӑх куратӑр акӑ, — юнаса илчӗ те хула пуҫӗ тухса кайрӗ. Вара, пӗррехинче Мересьев гриппа чирлесен, кӳршӗри палатӑсенчен хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна урасӑр лейтенанта мӗн пулни ҫинчен пӗлме пыра-пыра кайрӗҫ. Анчах вӑл ытла ирӗкре пурӑнать, ҫак аван мар. Кунта чирлӗ йытӑсем валли штаб-лекарь Тимошка пӑхса тӑракан лазарет та, ӑратлӑ йытӑ амисем ҫурисене ӗмӗртмелли пӳлӗм те пулнӑ. — Горева йӑл кулса илчӗ. Ҫав вӑхӑтра эпӗ Эльба шывӗ хӗррине хула тавра ҫавӑрӑнса, Альтона каякан ҫул ҫине пырса тухрӑм. — Вӑл ниме те пӗлтермест: эпӗ илес текенни вӑл ҫапӑҫса хӑтланас ҫук. Эпир ракета ҫинчен аса илетпӗр. — Тӗрӗс, — килӗшрӗ акӑлчан. Том, ҫывӑрас тесе, сулхӑна керсе выртрӗ, ытти пирачӗсем вӑлтапа пулӑ тытма тата утрава пӑхса ҫӳреме кайрӗҫ. — Иисус Христос туррӑмҫӑм! Эпӗ ниепле те тухса кайма пултараймарӑм… Патагонецӑн ӑслӑ пичӗ ҫинчен пӑлханнӑ кӑмӑлӑн мӗлки ярӑмланса иртрӗ. Пурте — тен ытлашши те тӑрӑшса — госпитальти йӗркесене мухтарӗҫ, хӑйсене кунта эмеллени питӗ лайӑх пулӑшса пыни ҫинчен каларӗҫ. Эпӗ сана лайӑх вӗрентме пултараймарӑм пулсан, эпӗ паян ҫак ӳпкеве тивӗҫлӗ. Исидора йӗнер ҫине пирвай хӑпарса ларнӑ. — Итле-ха, Джим Гокинс, — терӗ вӑл кӑшт ҫеҫ илтӗнекен тимлӗ сассипе. Вӑл кунсенче тыткӑна лекнӗ вырас салтакӗсене хӗвеланӑҫнелле кӑна мар, хӗвелтухӑҫ еннелле те — окопсем алтма, блиндажсем тума тата атакӑна кӗрекен нимӗҫ пехотине хӳтӗлесе пыма — фронт линийӗ патнелле хӑваланӑ. Чӑтмалла мар пӑчӑланса ларчӗ. Голышев ун ҫине тимлӗн те темле, шанман пек тата калаҫма пӳлмесӗр пӑхать. Жоржеттӑн куҫӗсем алчӑрама пуҫларӗҫ. Анчах ӑҫтан пӗлен, тен «Дункан» Айртон Мельбурна ҫитнӗ ҫӗре тинӗсе тухма хатӗрленсе ӗлкӗреймен? Ҫав туйӑм пурне те пӗр чунлӑ туса пӗтӗҫтерчӗ, Павел амӑшне те хумхантарчӗ; ку туйӑма амӑшӗ ӑнланаймарӗ пулин те, вӑл ӑна хӑйӗн савӑнӑҫлӑ та ҫамрӑк, ӳсӗртекен, шанчӑк паракан вӑйӗпе тӗреклетсе тӳрлетрӗ. — Ҫук, эпӗ индеецсем ҫинчен шухӑшламан. Пулӑ тытатпӑр, калаҫатпӑр, ыйха сирме хутран-ситрен шыва чӑмса тухатпӑр. Анчах пирӗн рольсем улшӑнса тӑчӗҫ, халь ӗнтӗ… Хирӗҫ каланине илтмесӗр, вӑл чарӑнса тӑчӗ. Хӑй ывӑтнӑ лассо хыттӑн туртӑнса ларнӑ, вӑл ӳкнӗ ҫын ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса тӑнӑ. Тӗлӗнсе каймалла енӗ пур унӑн, ҫӑтӑх та кӗмӗл юратакан ҫын евӗр, кӗмӗле хӑй патне туртса илет вӑл. Эпӗ ун хыҫҫӑн ҫур мильӑна яхӑн пытӑм, унтан вӑл тӳрех шурлӑха кӗрсе кайрӗ те ун урлах уттарчӗ, ҫур мильӑна яхӑн пакӑлчак таран шывра утса пычӗ. — Э-э, — терӗ Артём нимӗнмарла. Эсир лайӑх тетӗр-и вара, Вышимирский пырасси ҫинчен чи юлашки самантра ҫеҫ пӗлтертӗр те? Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Дик хӑйне вӑй кӗнӗн туйрӗ. Ав вӗсем вуниккӗмӗш ҫулта… Лукашкӑна арба патне йӑтса кайрӗҫ. Гусев пӗшкӗнчӗ те урипе тапса сирчӗ, — кӗлпе, хӑйӑр айӗнчен этемӗн ҫапса ҫурнӑ пуҫ купташки кусса тухрӗ; шӑлӗсенче ылтӑн йӑлтӑртатать. Вӑл кӑшт ӑслӑланнӑ пулӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ. Зина пӳрнесӗр ҫаврака ывӑҫ тупанӗсемпе ҫупма тытӑнчӗ. — Апла пулсан, Якова ку кирлӗ мар иккен… Гетман стражникӗсен саламачӗсем мужиксен ҫурӑмӗсене сӗвеҫҫӗ. Пӳртре палламан шӑна сӗрлет — ку пӗр иккӗленӳсӗр. Пӗррехинче, шӑпах кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух — ун чухне эпӗ ултӑ ҫултаччӗ — ман ҫи-пуҫ пирки калаҫнине питӗ лайӑх астӑватӑп, анне ман питре мӗн те пулин лайӑххи тупма тӑрӑшрӗ, манӑн ӑслӑ куҫсем, кӑмӑллӑ кулӑ пулни ҫинчен каларӗ, юлашкинчен, атте каланисемпе тата куҫа курӑнса тӑракан чӑнлӑхпа килӗшсе, ӑна эпӗ илемсӗр пулнине йышӑнма тиврӗ; кайран вара, эпӗ ӑна апатшӑн тав тунӑ чухне, мана питҫӑмартинчен лӑпкарӗ те: — Эсӗ пӗлсех тӑр, Николенька, сӑнушӑн сана никам та юратмӗ; ҫавӑнпа санӑн ӑслӑ тата ырӑ ача пулма тӑрӑшмалла. — Ах, Мак-Набс, — тесе хирӗҫлерӗ Паганель, — манӑн Испани чӗлхине эсир халь те ӗненесшӗн мар? Сунтал умӗнче хуть ҫурмаран татӑлса ӳк, анчах пӗр ӗҫ кунӗнчен ытла ӗҫлесе илейместӗн. — Манӑн ывӑл ача пур, — терӗ вӑл, — эсир унпа икӗ шыв тумламӗ пекех пӗр-пӗрин евӗрне килетӗр. Вӑл тӑван ашшӗн чӗрин мухтавӗ. Кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук вӗт. — Тата мӗн ҫухалнӑ, Салли? Ну, хӑть тытӑнса пӑх!..» Ирхине темшӗн шикленсе те кулянса вӑраннӑ Алексей тӳрех шутларӗ: «Мӗн пулчӗ-ха? Ҫӗрле ҫӑлтӑрсем ҫутатнӑ, ирхине яланхи пекех кайӑксем юрланӑ, халӑх ирӗклӗнех сывланӑ. Гекпа Джо татах шыва кӗме кайрӗҫ. Томӗ хӑраса ӳкрӗ те ҫыранрах тӑрса юлчӗ: вӑл йӗмне хывса пӑрахнӑ хушӑра хӑйӗн уринчен шнур салтӑнса ӳкнине асӑрхарӗ — ҫав шнурпа вӑл хӑйӗн ури ҫумме ҫӗленӗн хӑратамалли ункисене ҫыхса лартнӑччӗ. Ҫав тӗлӗнмелле хӑватлӑ япаласӑр мана епле шӑнӑр туртса лартмарӗ-ши тесе тӗлӗнчӗ вӑл. Пӗтӗм вӑйран вӑл пыр тӗпӗпе кӑшкӑрать, вӑл уҫӑ сӑмахсене янтратса калаҫнӑ май унӑн янах шӑммисем сиккелесе илеҫҫӗ. Кам манран илме пултарӗ сана? Ҫапла ҫав, ӑнланатӑп… Кун каҫалла сулӑнсан, Горева броньӑланӑ самоходка ҫине ларчӗ. Ну, вилӗме кӗтсе илме мӗн интерес пур-ха пирӗн, ҫитменнине мӗн пирки вилесси те паллӑ мар. Анчах пирвайхи утӑм ярса пуссанах, урай хӑмисем хӑлтӑртатса илчӗҫ, Том сехри хӑпнипе ҫавӑнтах кукленсе ларчӗ. Ассирипе Финикире, Турипе Анат Египетра, авалхи Тавризӑран пуҫласа Иемен таран, Исмартан Персеполе ҫити, Хура тинӗс хӗрри тӑрӑх та Вӑтаҫӗр тинӗс утравӗсенче — тӗлӗнсе каланӑ унӑн ятне, мӗншӗн тесен вӑл пурӑннӑ тапхӑрта унашкалли патшасем хушшинче урӑх пулман. Ун пеккисенне эп аллисене те, урисене те чуп таватӑп!.. Ӗҫсем кӗтмен ҫӗртен тепӗр майлӑ ҫаврӑнса тӑнине кура Левко тӗлӗнсех кайрӗ. Апла пулин те хайхи хут хӑй аллине мӗнле лекнине тӗрӗссипе каласа памарӗ, хытӑ тӗлӗнчӗ пулсан та суйма ӑс ҫитерчӗ. Пӗр тӑватӑ ҫултан эпӗ ӑна Царицынта тӗл пултӑм, вӑл татах трактирте половойра ӗҫлетчӗ; унтан хаҫатра вуларӑм: ҫӑраҫҫи ҫӗмӗрсе вӑрлама хӑтланнӑшӑн Хумма Тучкова арӗсленӗ тесе ҫырнӑччӗ. Тепӗр чух, мӗнле те пулин курӑка ҫавӑркаласа пӑхнине кураҫҫӗ те, мана ҫынсем тухатмӑш теҫҫӗ. — Катя, эпӗ ун ҫинчен калаҫмасӑр тӑма пултараймастӑп. — Ытларах турӑ ҫинчен калаҫрӑмӑр, — лӑпкӑн кулса, Давыдов ҫумне тӗршӗнсе ответленӗ Лушка; малтанхи упӑшкинчен вӑл кӑмӑла кайман калаҫуран шӳтлесе пӑрӑнма хӑнӑхнӑ. Мӗншӗн манӑн сан валли тесе ун патне ҫырмаллаччӗ-ха? Тата унта ӑс-тӑн та — ытлашши япала. — Ну, малтанлӑха, ман шутпа, Бюхнерӑн «Stoff und Kraft» ятлӑ кӗнекине пама пулать. Хӑшпӗр чухне вӑрҫа ӗмӗтсӗр те хӑйсене хисепленине юратакан патшасем пуҫарса яраҫҫӗ, вӗсем нихҫан та хӑйсен аллинче тӑракан ҫӗрсемпе хайсене пӑхӑнакан ҫынсем тӗлӗшӗпе ҫителӗклӗ пулмаҫҫӗ, ҫавӑнпа ялан хӑйсен ҫӗрӗсемпе ҫыннисен хисепне ӳстерессишӗн ҫунаҫҫӗ. Вӗсем тӑррисене касса илнӗ сӑртсем пек. Ҫав хӑвӑл сӑртсен варринчен хӑшпӗр чухне пӗчӗк шӗвӗр тусем ҫӗкленсе тӑраҫҫӗ. Лайӑх ача, маттурскер. Тӗттӗмлӗх ӑна, ыталаса тытса, вӑраххӑн илсе пынӑ, Фома, хӑйне таҫта туртса кайнине сиссе тӑркачах, чарӑнман, унӑн чарӑнма кӑмӑл та пулман. Вӑл хӑйӗн питех те паха лептотерисене, мерикотерисене, мастодонтсене, мегатерисене, лофодионсене, ӗлӗк-авал пурӑннӑ асар-писер тискер кайӑксен шӑммисене курать, ҫаксене пурне те калӑн уншӑн юриех пӗр ҫӗре пухса хунӑ. — Паллах, нимӗн те мар, пӑртак ывӑнни ҫеҫ, урӑх мӗн пултӑр тата. Аялти картлашка умӗнче, пӗр аллине чӗлпӗр тытса, тепринпе хытӑ чуптарса килнипе ӗшеннӗ ҫамрӑк кӗсрене хӑмсарса, Устин Рыкалин тӑрать. Кам эсӗ? Вӑл пӑчкине ярса тытрӗ те ытла хӑранипе килне чупса ҫитсенех кровачӗ ҫине персе ӳкрӗ, хӑй тунӑ хӑрушӑ ӗҫ ҫине чӳречинчен пӑхма та хал ҫитереймерӗ. Тӗм умне темиҫе кашкӑр пере-пере ӳкрӗ, ыттисем вилнӗ кашкӑрсемпе аманнисене ҫура-ҫура тӑкса кӑшлама тытӑнчӗҫ. Кун пек тивлетлӗ сӑпатпа мошенник пулма пит аван!.. «Курӑр-ха, ачасем! — терӗ вӑл вуланӑ май. — Христос мӗнле пулнӑ… Ҫапла ҫав! Ун чух эп ун ҫине пӑхмарӑм та, кайран ҫеҫ аса илтӗм ун сӑнарне. Эпир хамӑр килнӗ ҫулпах каялла каятпӑр. Сахал хисеп сире кӳрнеклӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗ, анчах чӑх чӗппи чунлӑ арҫынсене. — Эпӗ, ак, сире ӗненместӗп! — сасартӑк пӑшӑрханса илсе каласа хучӗ амӑшӗ, унтан, кӑмрӑкпа хуралнӑ аллисене саппунӗпе шӑлса, малалла ҫирӗппӗн ӗненсе кала пуҫларӗ: — Эсир хӑвӑрӑн тӗне ӑнланмастӑр! Вӑл каланӑ тӑрӑх ман ӳт ҫинче пысӑк путӑк-шӑтӑксем курма пулать; пит тӗсӗнче куҫа пит те илемлӗ мар туйӑнакан темиҫе тӗс пӗрлешсе тӑрать, сухал пӗрчисем хир сысни шӑртӗнчен вунӑ хут хулӑн туйӑнаҫҫӗ. Такам:— Калаҫнинченех паллӑ, ӑсӗ пӑтраннӑ… — тесе хунӑ. Йӗрӗнчӗклӗ ҫак — анчах ним тума та ҫук. Ӑнланнипе анчах ҫӳле сикеймӗн, кӑмӑлу тапса тӑтӑр, сӑрт-ту саншӑн пӗчӗк тӗмеске пек, тинӗс пӗчӗк кӳленке пек пултӑр! Пирӗншӗн фактсене ӑнлантарни мар, вӗсемпе усӑ курни пахарах, — терӗм эпӗ. Ҫук, ӑна шырас пирки сӑмах та пулма пултараймасть. Ҫакнашкал хӑтланма вӗсене мӗн тума кирлӗ пулнипе унтан вӗсене мӗнле усӑ пулма пултарнине вӑл ниепле те тавҫӑрса илеймесӗр шалтах аптраса тӑчӗ. «Мӗнле вӑй!» тенӗ вӑл каллех ӑшӗнче: «Эпӗ ӑна ҫуррине яхӑн хӑй евӗр тусан та, вӑл ман ангелсемпе святойсене пӗтерсе хурать; вӗсем ун ҫумӗнче шупкан кӑна курӑнӗҫ. Эх, эпӗ санӑн вырӑнта пулсанччӗ, эпӗ сирӗн патӑрта пурӑнаканнине ак ҫапла ҫавӑрса илнӗ пулӑттӑм! Начальник хӑй те ӗлӗк питӗ лайӑх асс (чаплӑ вӗҫевҫӗ) пулнӑ, тетчӗҫ-ха. Анчах ҫав кимӗсене эпир Архангельск таврашӗнче чухнех, лӑпкӑ пӗчӗк кӳлӗ ҫинчех сӑнаса пӑхнӑччӗ, ун чухне те, шывран тухсан, пурсӑмӑр та йытӑ пек чӗтреве ӳкрӗмӗр. Вырсарникун, майӑн 31-мӗшӗ. Ракета ҫутинче курмиех пулса, Андрей тӳрех ҫӗре ӳкрӗ те шӑтӑкалла йӑванса анчӗ, — чӗри тапма чарӑннӑ пекех пулчӗ. Ӑна тата вӑл жандарма пенӗ тесе те айӑплаҫҫӗ иккен-ха, эпӗ револьвере сӗртӗнсе те пӑхмарӑм. — Туршӑн та, мӗн туса хутӑн эсӗ! — тарӑхса кайса, тепӗр хут каларӗ Кораблев. Амӑшӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗк шуралса кайрӗ, сылтӑм куҫ харши ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. — Манӑн-и, тусӑм? Каретӑсем ҫинче ларса ҫӳреме пултарнӑ чухне, манӑн ыйткаласа упаленсе ҫӳремелле, стакан эрех илмелӗх укҫашӑн кивҫене кӗмелле. — Усӑ куратӑр-и? — тесе ыйтрӗ салтак, куҫне хӗссе. Ромашов, иккӗмӗш рангри интенданта, ҫар сучӗ персе пӑрахма пултарнӑ статьяна Дисциплинарнӑй уставра тупасси йывӑр ӗҫ мар ӗнтӗ вӑл. Анчах Шурочка ҫӗр ҫинчен карттӑн туртӑнса йӑтӑнчӗ те тӑрса ларчӗ, ыйхӑран вӑраннӑ чухнехи евӗр, аллисемпе ҫамкине, питҫӑмартийӗсене нервӑллӑн сӑтӑрса илчӗ. Ҫав хушнипе пулмалла, тӑватӑ юланут ушкӑнран уйрӑлчӗҫ те сиккипех крепость патнелле пыраҫҫӗ. «Мгновенье» — «о, vieni» «со мной» «siam noi» т. ыт. те. Ятсем те: Пушкинпа Глинка (Пушкина вӑл Пуссекин терӗ) уншӑн пулсан темӗнле тӑванла янранӑ. Ҫӗр ҫывӑрманнипе типнӗ куҫӗсемпе кулкаласа, вӗсем Софья питӗнчен ним чӗнмесӗр пӑхрӗҫ, урисене ылмаштарса пускаларӗҫ. Вӗсем Днепра юхса кӗрекен Татарка ятлӑ юханшыв патне юрттарса ҫитрӗҫ те, лашисемпе шывалла кӗрсе, хӑйсен йӗрне ҫухатас тесе чылайччен ун тӑрӑх пычӗҫ, унтан, ҫыран хӗррине тухса, вӗсем малалла ҫул тытрӗҫ. Пӳлӗмӗнче ҫутӑ пурччӗ, вӑл чӳречи умне тӑрса картишнелле пӑхатчӗ — пӑхасса та темле тинкеререх пӑхатчӗ — калӑн ҫав, картишӗнче мӗнле те пулин мыскара пур тесе. Вӑл хӑвӑрт Лозневойпа Костя патнелле утса пычӗ, вӗсен умнех пырса тӑчӗ те алӑк еннелле ҫаврӑнса пӑхса, хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса каларӗ: — Кайӑр! Вӑраннӑ хыҫҫӑн эпӗ тӑрас терӗм те, анчах кахаллӑх ҫӗнтерсе илчӗ; эпӗ куҫа хупрӑм, анчах тепӗр хут ҫывӑрса каяймарӑм. Ҫапла, эпӗ кунта ларатӑп, вӗсем унта апат ҫиеҫҫӗ, кулаҫҫӗ, тата… Эпӗ куратӑп: пӗр пӗчӗк хӗрача чӳрече витӗр пӑхса ларать. Ӗлӗкхиллех лӑппи-лаппи хур уриллӗ те хайлавсӑр калаҫакан пӗр йӗре Любочка кӑна амаҫурне юратса пӑрахрӗ, пӗтӗм ҫемьене унпа туслаштарасшӑн ытла та айванла, тепӗр чухне иментерсех ямалла тӑрӑшрӗ; ун вырӑнне вара Авдотья Васильевна, аттене хӗрӳллӗн юратнисӗр пуҫне, хӑйӗн юратӑвӗн тумламне тӗнчере пӗртен-пӗр ҫынна — Любочкӑна уйӑрса пачӗ. Пуҫсӑр юланут куҫран ҫухалсан тин Зебӑн каялла хӳшӗ патне кайма вӑйӗ ҫитнӗ, хӳшше пырса кӗрсен вара ҫав тӗлӗнмелле япала ҫинчен лӑпкӑн шухӑшлама тӑна кӗнӗ. Ку романти тӗп ҫын, каламасӑрах паллӑ, Маша. Хӑратса пӗтертӗр эсир ӑна хӑвӑрӑн ӗҫӗрсемпе. Вӑл ырӑ сунса йӑл кулни те, ман тӗлӗшрен, Королева ҫынсене кӑмӑл туса йӑл кулни пек анчах туйӑнатчӗ. — Ҫапла, питӗ паллӑ. Пур енчен илсен те, пирӗн пӗр ӗҫ те майлашаймасть. Ҫӗрлехи тӗттӗмре, шӑн тӑпра ҫийӗпе пынӑ чух нимӗҫсем хӑйсем пӗчӗк ушкӑн хыҫҫӑн мар, колонна хыҫҫӑн пынине ниепле те асӑрхаса илеймен. — Паянхи сунарта эпир зарядсене нумай пӗтернӗ, ҫавӑнпа пирӗн тӑхланпа тар пӗр ҫирӗм хут пеме те аран-аран ҫитет. — Илтместӗн-им, паян ӑҫтан килнӗ унтан ӑшалантарма тытӑнчӗҫ, лектермен вырӑн та ҫук-и тен. Учитель сылтӑмра ларакан Стефчов енне ҫаврӑнчӗ, ҫак ӗҫе ирттерме ӑна сӗнчӗ. Кирияк килӗшрӗ, пуканне маларах ирттерсе сиктерчӗ. «Вӑл герцог ҫине илемлӗ кӑвак куҫӗсемпе пӑхрӗ…» Мана вӑл ним хӗрхенӳсӗр тыткалать, халех шухӑшласа илсе татӑклӑ сӑмах памасан, Пугачев лагерне илсе каяссипе хӑратать, санӑн Лизавета Харлова курнисене кӗтсе тӑмалла пулать, тет. Алексей Ивановичран эпӗ тӗплӗрех шухӑшласа пӑхма вӑхӑт ыйтрӑм. Чулран ҫирӗппӗн ярса тытнӑ аллисене кӑштах ярас пулсан, унӑн кӗлетки ҫыран хӗрринче нумайранпа выртнӑ пӗренене урса кайнӑ ҫил-тӑвӑл ҫӗклесе илнӗ пек, сывлӑшалла ыткӑннӑ пулӗччӗ. Вӗсем килӗшӳллӗн ларса пынине сӑнаса илсен, вӗсем маттур юланутҫӑсем пулнине пӗлетӗн. Жихарев ташлама пӗлмест, вӑл ҫап-ҫутӑ тасатса лартнӑ атӑ кӗллисемпе тап! тап! тапӑртатса, урисемпе йӑкӑш-якӑш! шукалать, качака таки пек сикет, хӗрӳлентерсе яракан музыка ҫеммине пӗртте пӑхмасть. Хапха алӑкне шакканине илтсенех Иван Кралич ним асне илмесӗр хӳме патнелле тапса сикрӗ, каллех ун урлӑ каҫса, урама тухрӗ. — Ну, куна эсӗ кӑлӑхах. — Эпӗ вӗсене хӑратман… — Кӑна эпӗ вӗсен сӑмахӗсем тӑрӑх калатӑп, Нагульнов юлташ, тата эпӗ калаҫнӑ чухне шӑпрах ларма ыйтатӑп. — Сана кӳрентерекенсем пулнӑ-и? Анчах унӑн юлташӗсем, Хура Йытӑпа суккӑр ыйткалакан пеккисем, хӑйсен тупӑшне вилнӗ ҫыннӑн парӑмӗшӗн пама кӑмӑл тӑвас ҫук. Мана тӑват сехет хушши турттарса кайнӑ хыҫҫӑн эпӗ кулӑшла сӑлтав пирки вӑраннӑ. Карчӑк ҫавӑнпа хӑваласа кӑларчӗ иккен мана!» Лайӑх тӑвать Александр Владимирыч. Ӗҫ ҫинчен калаҫни Власовӑшӑн хӑйӗн ывӑлӗпе Андрейӑн тата вӗсен юлташӗсен ӗҫӗ ҫинчен шухӑшланипе ҫыхӑнчӗ. Ҫак хушӑра ни кичемлӗх, ни ывӑнни, ни ӗмӗр-ӗмӗрех вырӑнтан вырӑна ҫапкаланса ҫӳреслӗх хӗрӗвӗ пӗр хут та йӑшӑл тумарӗ ман чунӑмра. Манӑнне илсе кайӑр, пирӗн витерен хӑшне илес килет, ҫавна илсе кайӑр. — Эсир тӗрӗс калатӑр, — тесе калаҫма чарнӑ ӑна сунарҫӑ, кайма хатӗрленсе. Староста унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ килӗшӳллӗ ответ парать, анчах та шӑнса тӑм илнӗ пек пӳрнисемпе мӗренӗн те васкамасӑр сӑхманне тӳмелет. Озерова тӗл пулсан, Яхно ӑна хӑвӑрт ҫеҫ икӗ аллинчен ярса илчӗ, хӑй пултарнӑ таран вӗсене пӑчӑртарӗ те чылайччен силлесе тӑчӗ, — комиссарӑн ҫамрӑк та ҫутӑ сӑн-пичӗ ҫав вӑхӑтра пӗрмаях йӑл кулса тӑчӗ. — Мӗнле… Ия, ия, ия? Постановление пурте пӗр сасӑпа йышӑнчӗҫ, пӗр адмирал Болголам ҫеҫ, император майри пулӑшнипе вырӑна кӗнӗскер, ҫакӑнпа килӗшместӗп, терӗ. Икӗ аманнӑ фрицӗ лаша хӳринчен ҫакӑнса пыраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗ лаша ҫинче фон-барон пек ларса пырать… — Хушамачӗ мӗнле? Пирӗн пата ҫута темиҫе пин е темиҫе миллион ҫултан кӑна ҫитекен ҫӑлтӑрсем те пур. Эпир кашни ҫӑлтӑра вӑл хальхи вӑхӑтра мӗнле пулнӑ пек мар, тахҫан малтан мӗнле пулнӑ пек куратпӑр. Анчах хуҫи ярса хӑварнӑ сехечӗ халӗ те ҫӳрет, ҫак килте мирлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑ чухнехи пекех, пӗр кӗвӗллӗн, янӑравлӑн тиклетет. Сывӑ пул, синьор! Хӑшпӗр чухне Хорь, асӑрханнипе пулас, ӑнланма йывӑр та ӑслӑн калаҫать… Ак урасем ҫине тӑрам-ха, вара Софья Ивановнӑпа хамӑр ҫурт тӗлӗшӗпе ӗҫлеме тытӑнӑпӑр. Ӑна пачах, яланлӑхах… тирпейлени аванрах мар-и? Вӑл кашни сас-чӳ пулмассерен чӗтресе илет, яланах амӑшӗн ура сассисене илтнӗн туйӑнать. Вӑл калаҫма чарӑнса пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ те, пуҫне хуллен сулкаласа илсе, тата ӗнентерӳллӗрех калама пуҫларӗ: — Таса мар вӑл пирӗн хӗрарӑм юратӑвӗ!.. — Ну, епле апла, — каллех калаҫа пуҫларӗ пичче, — эсӗ манӑн ыйтӑва хирӗҫ сӑмах та хушасшӑн мар-и вара, аван ҫывӑртӑн-и тетӗп? — Мӗншӗн? Мӗншӗн, Олеся? — ун аллине хытӑран хытӑ чӑмӑртаса, ҫине-ҫинех пӑшӑлтатрӑм эпӗ шӑппӑн. — Нимле хӑрушлӑх та ҫук. Кит сунарне пӗр шлюпкӑпа унччен те ҫӳренӗ эпӗ, тӗллеве пурнӑҫламанни пулман. Старике куртӑн-и? Мӗн каларӗ вӑл сана? — ыйтса тӗпчерӗ вӑл манран. Индеецсем вара ревунсем «хӑйсен кӗллине пуҫларӗҫ» теҫҫӗ. — Ку сӑмахсене тӳрре кӑларасси нимех те мар. Пирус тивертсе ярса, Батыев тӑвӗ ҫинче ларакан Токарев пурӑнакан пӗчӗк пӳрт еннелле утрӗ. — Эсӗ мӗн, мана пӗтерес… уртарас тетӗн-и? Дмитрий, пукан ҫинчен сиксе тӑрса, ача патне чупса пычӗ те мӗн вӑй ҫитнӗ таран ӑна чышкипе пуҫӗнчен темиҫе хут ҫапрӗ, лешӗ пӳлӗмрен тӗк татнӑ пек чупса тухса кайрӗ. Начар», тесе ҫырса хуратчӗ. Вӗсен сӗт сутаракан ту качаки вырӑнне килти качака пур, вӑл сценӑ ҫинчен тарса ан кайтӑр тесе, ӑна сӗтеклӗ ҫулҫӑ панӑ. Генерал манран: эпӗ Андрей Петрович Гринев ывӑлӗ мар-и? тесе ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ каланине хирӗҫ вӑл, сиввӗн: «Пит те шел, хисеплӗ ҫыннӑн ҫакнашкал тивӗҫсӗр ывӑл пулнӑ!» — тесе хучӗ. — Вӗсем ҫинчен-и? — Ҫын тепӗр ҫынна вӗлернӗ те телейлӗ, кӑмӑлӗ уҫӑлса кайнӑ, вӑл пархатарлӑ та илемлӗ ӗҫ тунӑ, тейӗн. Акӑ ун умне каҫхи апат пырса лартнӑ; унӑн чӗри тата хытӑрах тапма пуҫланӑ. Монтанелли малалла утса, тинӗс хӗрринчи хӗвелпе ҫуталса тӑракан чул тусем патне тухать. — Анчах каччи — тӳрӗ ҫын. Аҫа-ҫиҫӗм пек тавҫӑру килсе кӗчӗ Дик пуҫне… Пурнӑҫ тӗшши-вӑрри. Ун сӑмахӗсем тӑрӑх, вӗсем темшӗн кӑмӑлсӑрланнӑ тет пулас. Ковалев шухӑшланӑ май ӗҫ йӑлтах пулса ҫитменнине тавҫӑрса илчӗ: сӑмса тупӑнчӗ ӗнтӗ, анчах ӑна лартмалла вӗт-ха, хӑйӗн вырӑнне вырнаҫтармалла. Карчӑкӗ эпӗ денщик патне чупассине хытӑ астуса тӑрса, мана кӑшлатчӗ: — Кӗнекеҫӗ! Кам ҫапла пулӗ теме пултарӗ! — Калӑр-ха, тархасшӑн, мӗн енчен япӑх сирӗншӗн ҫав ҫынсем? — кӳренсе, мӑнкӑмӑллӑн ыйтать кукша пуҫли. Пӗтерессе вара пӑшӑлтатса каласа пӗтерчӗ: — Неушлӗ ҫак питӗ ансат япалана та ӑнланса илейместӗн ӗнтӗ, Ҫемен? Серёжа унран нумай ҫӗнӗ япаласем пӗлчӗ, лешӗ ӑна малашнехи ӗҫре пулӑшма пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ телейсӗр Морис вилӗм патнех ҫитрӗ. Хӑйсен шухӑшӗсене математика пулӑшнипе ҫирӗплетсе пама тӑрӑшакан философсем те нумай вӑхӑт тытӑнса тӑраймаҫҫӗ, ӑраскал кӑтартса панӑ вӑхӑтсенче вӗсем те модӑран тухса ӳкеҫҫӗ. Кӳршӗри пӳлӗм алӑкӗ уҫахчӗ, пӗтӗмпех тасаччӗ унта, ҫутӑрах сӑрӑпа та тӗттӗмрех сарӑпа килтерсе тунӑ стенасемпе сӗтел-пукансене асӑрхарӑм: диван умӗнче ҫавра сӗтел пур, диван тӗлӗнче такамӑн пысӑк портречӗ, ҫутӑрах сӑрӑ та яка рамка ашӗнче. «Каларӑм-ҫкӗ эпӗ ӑна! — Эпир кунта шӑхӑрнине те алӑ ҫупнине итлеме килмен! — тесе кӑшкӑрчӗ Селямсӑз, вӑл Каблешков мӗншӗн алӑ ҫупнине ӑнланмарӗ. Павел Ритӑна пушаннӑ вырӑна лартрӗ те, хӑлхинчен пӑшӑлтатса:— Эсӗ кунта лар, эпӗ вӗсемпе татӑлам, — терӗ. Хӑвӑр кунта мӗн туйни сире усӑллӑ-им, лайӑх-им? — Ҫук. Обоз каллех кайма пуҫларӗ, анчах ҫунса кайнӑ прери хӗррине ҫитсен, никам хушассине-мӗнне кӗтсе тӑмасӑрах, тата тепӗр хут чарӑнчӗ. Вилӗмӗн хура мӗлки витсе хунӑ историн ҫав страницисене. Ме-ха! Вӑл чӑмӑркка туса пуҫтарнӑ енчӗкне Давыдова тӑсса пачӗ, чикарккӑ ҫавӑрчӗ те, пуҫӗпе сӗлтсе, хӑйӗн вӑкӑрӗсем ҫинелле кӑтартрӗ. Вӑл тумланчӗ те ним чӗнмесӗрех тухса кайрӗ… Сентябрӗн 14-мӗшӗ Корчагин пуҫласа кулса илчӗ. Эпӗ вара, сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек, штурман ҫыруне пӑхмасӑр-тумасарах вуласа патӑм. — Ҫын мар эсӗ, лапӑрчӑк! Ку… Анчах хуҫа хӑҫан килӗ-ши, пире хӑйпе пӗрле илсе кайӗ-ши? Марья Николаевна питӗ ӑслӑн итлерӗ; унсӑр пуҫне вӑл хӑй те пытарса тӑман ҫын пек туйӑнать, ҫавӑнпа ыттисен те унпа пытармасӑр калаҫмалла пек. Турӑ каҫарӗ… Вунтӑххӑр пулнӑ-и вӗсем? — Паруссемпе те ҫав. Хорь пурнӑҫ ҫине, тепӗр чухне тӑрӑхласа та пӑхать. «Курсам, епле илемлӗ эпӗ!» — теҫҫӗ унӑн именме пӗлмен куҫӗсем. — Тссс!.. Ку хӑвӑртлӑх мана пӑртак тӗлӗнтерчӗ те. Хуткупӑсӗн ладсем пит нумай, унӑн сасси ҫынна тӳсме ҫук таҫталла астарать, мӗнпур урамри ачасем хуткупӑс калакан патнелле чупаҫҫӗ, ун урисем патне пыра-пыра ӳкеҫҫӗ те, хӑйӑр ҫинче хытса кайса хавасланса итлеҫҫӗ. Уттуна вара паллӑ туман эсӗ. Ассӑр хавхаланӑшӑн, тискер сехерленӗвӗн, шӑнтса хытаракан сиввӗн, кулӑпа теветкеллӗхӗн вут-ҫулӑмлӑ юхӑмӗ килсе капланчӗ вара сасартӑк Ромашов ҫине. Пӗрлешӳллӗ штатсенчи хӑш-пӗр чаплӑ ҫемьесем кунта куҫса килнӗ. — Грушницкий, эсӗ мӗнле? Эсир телей мӗн иккенне те, пурнӑҫ мӗн иккенне те пӗлместӗр! «Кам пӗлет, — шухӑшланӑ ватӑ гарибальдиец, — сӑнӑпа тата хӗҫпе кӑна мар ҫапӑҫма пулать. — Ӑҫтан пӗлем эп? Кунта кирек камран ыйтсан та сана католикла каласа парас ҫук. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче эпӗ татах Хорь ҫинчен те, Калиныч ҫинчен те сӑмах тапратса ятӑм. Том вӑл шкула пӗтӗм чӗререн кураймасть, Сидпала Мэри ӑна юратаҫҫӗ. Эсир пораженисен стадине тӳссе ирттерессе тата ҫӗнтерӗве хатӗр маррине эпӗ шансах тӑратӑп. — О, ку питӗ лайӑх. Ӑна кӗсйисенче тупайманнипе, унӑн сивӗ тар тапса тухрӗ. Вӑл хуҫи савӑнӑҫлине, кулса яма хатӗррине тата ытларах палӑртса тӑрать. Ҫав хӑмӑр куҫӗ унӑн кӗҫ-вӗҫех йӗкӗлтесе мӑч-мӑч туса илессӗн, катрашкаланса выртакан ӳчӗ вара тӳрленсе каяссӑн, пур еннелле те тӑсӑлакан пӗркеленчӗксем пулса, тӑвлав ҫинелле йӗрленсе пырассӑн туйӑнать. Хӑй вара, пурнӑҫ ҫине савӑнӑҫлӑ пӑхакан ҫак подпоручик, ҫамрӑк ҫынла каҫса кайсах ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнать. «Мӗн турттарса каятӑр?» — ыйтать Василий пӗрремӗш лавҫӑран, лешӗ акӑш-макӑш пысӑк урисене ӳречерен усса тата чӑпӑрккине сулкаласа, пирӗн ҫине тӑрлавсӑррӑн тинкерсе вӑрах пӑхать, ыйтӑва хирӗҫ илтмелле мар аякка кайсан тин тем тавӑрса калать. Икӗ кукрашкаллӑ тимӗр труба ҫав пичкене пӗр вуник витре кӗрекен каткапа пӗрлештерсе тӑрать; каткине ҫиелтен пӗтӗмпех чустапа тата тутӑр татӑкӗсемпе сапласа пӗтернӗ. Ирхине эпир вут шаршанӗ патне кайса ҫурта тыткӑчне касса вакларӑмӑр, Том унӑн пайӗсене кашӑкпа пӗрле хӑйӗн кӗсйине чикрӗ. Вакларӗҫ вӗт, ҫынсене вакларӗҫ! Ҫиленет тесе кӗтрӗм пулин те вӑл ҫиленмерӗ. Пысӑк юрату ӳкет сире темлерех хӗрес майри енчен. Вӑл мана вӗлернӗ хыҫҫӑн мӗн тума шутланине — Ҫурҫӗр енчи бухтӑран пӗтӗм утрав урлӑ пиратсен лагерӗ патне ҫитиччен сӗтӗрӗнсе кайма хӑйӗн юлташӗсене чӗнсе тупӑ пеме шухӑш тытнине — эпӗ паллах ӗнтӗ, нимӗн те пӗлмен. — Акӑ мӗн, сэр, — терӗ вӑл, — манӑн сире нимӗн каламалли те ҫук. — Ку сехете эпӗ сире карап ҫине лармасӑр памастӑп. Кунӗпех базар тӑрӑх сулланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, астӑватап-ха, хам кӗпеме кишӗр хурса пӗҫернӗ кукӑльпе улӑштартӑм та, ҫиессе пӗрре ҫеҫ ҫыртса пӑхрӑм, ҫиессӗм килмерӗ. Таҫта ӑшӑнсаттӑмччӗ вара, хама сивех те марччӗ пек, анчах кӳтсе пӳрнесем кӑвакарнӑччӗ. Ун чухне мӗн вара? — Эпӗ сире шыва ывӑтатӑп. Хӑратасшӑн пулса, уҫӑмсӑр, пытарӑнчӑк кӑмӑлпа пӗр чарӑнмасӑр ӳпкелешсе те шавласа кӗрлет ҫывӑхри вӑрман… Икӗ кун хушшинче ман ӗҫсем акӑш-макӑш малалла кайрӗҫ. Ҫынсем ун умӗнчен пуҫӗсене усса, пичӗсене аяккалла ҫавӑра-ҫавӑра, чакса пычӗҫ. — Португалсем халь чура суту-илӗвӗпе аванах пуйнӑ хыҫҫӑн, хӑйсем ҫакна хирӗҫ пулнӑ пек кӑтартаҫҫӗ. Ку сӗтел умӗнче чи йышлӑ ушкӑн ларать: ҫыхса тунӑ ҫӗнӗ архалук тӑхӑнса янӑ ҫамрӑк та уссисӗр офицер чейнике вӗретнӗ шыв тултарать (архалукне хӗрарӑм халатӗнчен тунӑ, пулас, вӑл); пӳлӗм кӗтессисенче, унта та кунта, тата тепӗр тӑватӑ офицер лараҫҫӗ, леш офицер пекех, пурте ҫамрӑкскерсем хӑйсем: вӗсенчен пӗри, пуҫ айне темӗнле кӗрӗк хунӑ та, диван ҫинче ҫывӑрать; тепри, сӗтел умӗнче тӑраканни, сӗтел хушшинче ларакан алӑсӑр офицере така ашӗ касса парать. Йӗрӗнчӗк хӑравҫӑ эсӗ, эсӗ Островновран хӑранипе ҫеҫ ҫапла тунӑ, факт! Ман асапа пӗлейсемччӗ: —Итле, Маша, хӗрхенсем;Курсам мана йывӑрне,Чӗрем саншӑн ҫуннине. Унта кӗриччен юрне ывӑтмалла пулчӗ. — Камсем? Таврара ним те хускалмасть. — Ҫирӗм улттӑра. — Тӑхта! «Ӑҫта чупатӑп-ха эпӗ капла? — шухӑшласа илчӗ вӑл. Шӳтле сӑмахсем, кӑмӑллӑн виртлешкеленисем, хушӑран тата ирӗкрех каланӑ сӑмах та ик енчен те илтӗнсе тӑчӗ, каччӑсем хавасланса кулчӗҫ, хӗрӗсен пит ҫӑмартисем вара, хурарах сӑнарлисен те, самай хӗрелкелесе тӑчӗ. Эпӗ хамӑн ҫырнине уҫа-уҫа пӑхрӑм. Ҫурт патне сад урлӑ хӑвӑрт чупса ҫитес тесе, эпир кӳмерен тухрӑмӑр. Анчах шӑпах крыльца умӗнче кӗтмен ҫӗртен тӑватӑ хӗрарӑма тӗл пултӑмӑр, вӗсенчен иккӗшӗ алӗҫ, пӗри кӗнеке тытнӑ, тепри пӗчӗкҫӗ йытта йӑтнӑ, хӑйсем пурте тепӗр енчен хӑвӑрт-хӑвӑрт утса килеҫҫӗ. Вӑл кӗчӗ те, ют ҫынна курсан, ун ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ, чарӑнса тӑчӗ. Ман арӑмӑн, Астис майра-патшан, ашшӗ, Египет фараоне Суссаким, парнеленӗ мана куна, хӑйне ӑна ҫак чул тыткӑнри патшаран лекнӗ. — Чӗререн тав тӑватӑп… Хама килӗшмесен, илсе те килместӗп. — Иккӗленместӗп, господин Паганель. Пӑшал персе ян кайнӑ сасӑ ту варӗсене ҫитсе йӑмрӗ. Хамӑр курнӑ тӑрӑхах, эпир ҫамрӑк ҫынсем ҫӑмӑлттайланса ҫӳренине, вӗсем аслисем хӑйсене вӗрентсе каланисене итлейменнине час-часах асӑрханӑ вӗт. Хӗрлӗ хӗреслӗ кӗмӗл тӗслӗ самолёт та ҫывӑхрах. Ун ҫунаттисем ҫинче те, кӳлепи ҫинче те — хӗрлӗ ҫӑлтӑр; самолёт йӗри-тавра бортмеханик пуҫне пӑркаласа ҫӳрет, машинӑна осколкӑсем тивсе е сывлӑш хумӗ ҫапса ӑҫтан та пулин ҫӗмӗрмен-ши тесе тӗрӗслет вӑл. Ҫав самантра истребительсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аэродром ҫине анса ларма тытӑнчӗҫ. Чыс тени вӑл… Акӑ, астӑватӑп эпӗ, Темрюк полкӗнче пин те сакӑрҫӗр утмӑл иккӗмӗш ҫулта ӗҫ-пуҫ пулсаччӗ пирӗн. Ашшӗпе пиччӗшӗсем ытти тӑванӗсем киличчен кӗтмен, тет, Шепердсонсем нумаййӑн пулнӑ, тет. Ӑҫта кайса кӗретӗн-ха ҫак шатрака кӑшман пек, ҫӗрле ӳсӗр шуйттансем пӑрҫа сапса пӑсса пӗтернӗ пек сӑнпа?!» …Каҫхи урок шучӗпе коридор тӑрӑх ҫирӗм виҫҫӗмӗш рейс тӑвакан Алексей Мересьев хӑйӗн ывӑнса, асапланса ҫитнӗ кӗлеткипе пӗҫҫисем тӑртанса ҫунса тӑнине, костыльсем ыраттарнипе хулпуҫҫисем ним пӗлми пулнине туйрӗ. — Мӗскер пулнӑ вара, Джим? Мӗнле майпа вӑл Горн сӑмсахӗнчен иртсе пӗр океанран тепӗр океана лекрӗ? Ҫавӑнтах Артамонов хыттӑн:— Асту, — ман хӗршӗн турӑ умӗнче санӑн ответ тытмалла пулать, — терӗ. — Эсир вара мӗн пуласса кӗтетӗр? — Пӗлместӗп, — терӗ ӑна индеец. Эпӗ герцог йӑхӗнчен тухнӑ ҫын. Тимӗр чечексемпе те снарядсемпе, стабилизаторсемпе капӑрлатнӑ пирвайхи масар тӗмне те куратӑп эпӗ, вӑрҫӑра пулнӑ хыҫҫӑн таврӑннӑ чух ун ҫийӗпе эпир юри аяла анса вӗҫсе иртеттӗмӗр. Ывӑнтаракан ҫула, хӑрушӑлӑхсене — ҫаксене пурне те пирӗн ҫӗнӗрен курмалла пулать. — Мӗн йӗретӗ-и? савнӑ хӗрачам? — тесе ыйтрӗ суккӑр, шурӑ куҫӗпе Марийка еннелле пӑхса, вӑл кам иккенне пӗлесшӗн пулнӑ тейӗнех. Пурнӑҫ шӑпи унран ҫав тери нумай ыйтнӑ. Макар, тутине пӑрса, тӑрӑхласа кулса илчӗ. Хӑйӗн ывӑлӗсен — хӑй пекех ӑнӑҫлӑ снайперсен ҫырӑвӗсене, хӑйӗн хӗрӗн — колхозри бригадирӑн ҫырӑвӗсене Степан Иванович илсенех пурне те илтӗнмелле, пысӑк савӑнӑҫпа вуласа панӑ. Хӗрӗн ҫырӑвӗсенче мӗнпур хурӑнташсемпе палланӑ ҫынсен вӗҫӗмсӗр саламӗсем пулнӑ, ҫавӑнтах тата колхоз хӑй ҫыннисене ҫӗнӗ строительствӑна нумай янӑ пулин те, хуҫалӑх планӗсене ҫавӑн чухлӗ процент тултарни ҫинчен пӗлтернӗ. Хе! Епле кун пирки калаҫаймарӑм-ха, калаҫнӑ пулсан вӗсем мана Главсевморпутьре кампа ҫыхӑнмаллине каланӑ пулӗччӗҫ тен телефонпах та пӗлтернӗ пулӗччӗҫ. …Икӗ сехет хушши приемнӑйра лартӑм — Главнӑй Управленийӗн секретарӗсенчен пӗрне те пулин курасшӑн пулсаттӑм эпӗ. Вӑл мана хӑвӑртрах туртса кӑларчӗ, сӑхсӑхса ҫапла каларӗ: — Турра тав! — Ҫук, пурӑнаҫҫӗ, ҫамрӑк тусӑм, — хирӗҫлерӗ Гаррис. Гремячий Лог хуторӗнче тахҫантанпах курман вӑйлӑ тытӑҫу тапранса кайрӗ. — Тӑхтӑр-ха, юлташсем, — терӗм эпӗ, хам кӑштах кӑвакарса кайрӑм пулас, мӗншӗн тесен Даша инке ман ҫине хӑраса пӑхрӗ. Кунта районти ГПУран пӗр юлташ килсе кайрӗ. Онбаши, кофӗ ӗҫсе ярсан, сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Тата ҫур сехетрен К. хулине бей ҫырӑвӗпе эпӗ хам каятӑп. Ҫав ҫырура тухтӑртан тупса илнӗ вӑрттӑн литература пур. — О, кунта нумай ҫын килкеленӗ. Анчах хӗрлӗ те хулӑн тутисем ун пичӗ ҫинче ютӑн курӑннӑ. — Аркадий-и? «Ак япала! Чӑнах та уйӑх ҫук». Лешӗ, куҫӗсене йӗрсе йӗпетнӗскер, арча ҫинче пӳрнисемпе алтутрине йӑвалакаласа ларать тата урайӗнче сапаланса выртакан ирӗклӗх хучӗн таткаланчӑкӗсем ҫине тинкерсе пӑхать. — Ҫук, тавтапуҫ, — терӗ Марья Николаевна: — ман лекей тупать ӑна. Ҫав пуҫтах автан унӑн пӗтӗм пуҫне ҫавӑрчӗ, ҫилленсе хӑй ҫапла шутларӗ: ҫак автан пурнӑҫра, хӑйӗн хуҫи пекех, ниме тӑман шӑрчӑк ӗнтӗ. Ытлашши ҫӳлӗ ҫынах мар вӑл, ҫийӗнче вӗр-ҫӗнӗ мундир, пичӗ типшӗмрех, яланах шухӑша кайса ҫӳрекен ҫын пек курӑнать. Тен, ку аван та мар пулӗ, ҫапах та мӗн тӑвас-ха! Кала, халех пыратӑп. — Манӑн сӗнӳ ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр та килӗшӗр, — терӗ Васютин. Ну, кӗрсемӗр, кӗрсемӗр. Шурӑ чалма тӑхӑннӑ ҫӳллӗ те хыткан хура юлан утҫи чи малта пырать. Ку ыттисене ертсе пыраканни иккен. Вӑл ӑна мрамортан е бронзӑран тунӑ монументпа — «Дон Жуанри» командор статуйипе танлаштарчӗ. Хӑй ҫинчен, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн планӗсем ҫинчен Санин каласа кӑтартмарӗ; вӑл тӳрех чи кирлинчен тытӑнчӗ, тепӗр майлӑ каласан, хӑй именине сутма шутлани ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Анчах унӑн сӑмахӗсен ҫиелти шухӑшӗ амӑшне тивмерӗ те, хӑратмарӗ те, вӑл ҫапах та хӑрушшине кӗтрӗ, ҫавӑнпа та ҫав сӑмахсен хӑрушлӑхне — прокурорӑн пит-куҫӗнчен, ӳркевлӗн сулланкалан аллинчен пӑхса, сассине илтсе пӗлесшӗн пулчӗ. Ларатӑн-и пӑртак, е килне ҫитерсе хӑварам-и?.. Ватӑ сунарҫӑ мустангерӑн шанчӑклӑ тусӗ пулни уншӑн пысӑк телей. Пирӗн отряд та вӑхӑтра тавӑрӑнса килни тата хурала вӑйлатма май килни лайӑх. Пӑртак чӗнмесӗр тӑрсанах, вӑл ҫапла ыйтрӗ: — Гек… сана никам та ирӗксӗр каласа кӑтарттарма пултараймасть-и? — терӗ. Атьӑр пулӑ тытатпӑр! Ҫумӑр иртсе кайнине тата хӗвел аннӑ чухнехи ҫанталӑк тӳлек те уяр пулнине кура, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн княгиня аялти садра уҫӑлса ҫӳреме, хӑйӗн юратнӑ вырӑнне ҫитсе курма сӗнчӗ. Октябрь вӗҫӗнче ВВС командующийӗ мана Александр Невский орденӗ илнипе тав турӗ. Елена ун патне чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗ те ун патне пӗшкӗнсе, унӑн пичӗ ҫинчи тара шӑлса илчӗ. — Пӗрремӗшӗнчен, ку мана нимӗн чухлӗ те тӗлӗнтермест: — эпӗ те ӗлӗкхи пек шухӑшламастӑп. Халӗ унӑн мӗн чухлӗ ҫурт пулмалла! — Акӑ мӗскер, Капет. — Тен эс пулнӑ та пуль… ӗлӗк, тахҫан? — каллех хӑйӗн сӑмахӗ ҫине таврӑннӑ Фома. Мана анне сасси илтӗнет: «Эпир кунта пурте ҫакнашкал, эпӗ сана урӑхла ыталама пултараймастӑп. Мана пӗр-пӗр ҫӗр каҫма юрӑхлӑ вырӑна ҫитерсе яр-ха? — терӗм эпӗ ӑна. Мӗнле комеди хуҫса хутӑмӑр! Пуҫ ман каш-каш кашлать, анчах ура ҫинче чиперех тӑратӑп, алӑра та вӑй пур, анчах ҫапах та, йӗкӗт, хам сӗм ӳсӗр. Ҫавна туянма тесе ҫӗр ҫитмӗл грошӑ укҫа парса ятӑм, виҫӗ така сутрӑм, — терӗ Петр Овчаров кӗтӳҫӗ, вӑл вырӑнти комитет председателӗнче тӑрать. Вӑл ашак пекех кутӑн ҫын, анчах кирек мӗнле пулсан та каймах тивет. Анчах хамӑр ҫинчех темӗнччен тӑнӑ вутлӑ хӗресе курнӑ хыҫҫӑн тахҫан авалхи ҫынсен религийӗн хӑшпӗр енӗсем палӑра пуҫларӗҫ пире. Ҫӗр ҫинче икҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче вӗсен хӑрӑк тураттисем кӑнтартса тӑраҫҫӗ. Выртма приказ панӑ пулнӑ. Пӗр вунӑ утӑма яхӑн кайсан, эсир йӑлт алтса пӗтернӗ вырӑна пырса кӗретӗр. Кунта вара пылчӑк, йӗри-тавра тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхсем, нӳхреп пек алтнӑ шӑтӑксем, платформӑсем, ҫӗр пӳртсем; ҫав ҫӗр пӳртсем ҫинче ҫав тери пысӑк чугун тупӑсем лараҫҫӗ, тирпейлӗн купаласа хунӑ етресем выртаҫҫӗ. Баринов хуллен ыйтрӗ: — Кайӑпӑр, э? Енчен эпир, кимме улах вырӑна пытарса, хамӑрӑн пурлӑха ҫӗр хӑвӑлне куҫарса хурсан, кунта пытанма та пулать тет Джим, кам та пулин утрав ҫине каҫсан та, пире йытӑсӑр тупайрас ҫук. Мӗн пуррине ҫурмалла валеҫӗпӗр». Мускава! Урамра хӗрарӑмсем ӳлеме пуҫларӗҫ, стариксем хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗҫ. — Вот, вот, вот. Эпӗ ӑна шеллемен те пулӗ, анчах вилекен ҫывӑх ҫынпа, вилӗм вӑрттӑнлӑхӗпе пуҫласа ҫеҫ тивӗҫлипе хытӑ интересленсе карӑм. Ман ҫуртӑн чӳречи айӗнче тӑрса, эсӗ: «Тухсам, хӳхӗм чиперукӑм, манӑн ҫӳҫӗм йӑлтах каҫхи сывлӑмпа йӗпеннӗ!» — тесе хама чӗннӗ чух, эпӗ палларӑм сана, эпӗ аса илтӗм сана, савнӑҫ та, шиклӗх те ҫатӑрларӗ ман чӗрене. — Эсир ӑна пӗлетӗр-им? Сан кукаму хама ӑрӑмланине-и е пӗтӗмӗшпех-и? Эппин, карап экипажӗ ун куҫӗ умӗнчех путрӗ. Ытти лекцисенче эпӗ хама кунашкал тӑлӑх туймарӑм, чылайӑшӗнпе паллашрӑм, вӗсен аллисене чӑмӑртарӑм, пуплерӗм, ҫапах та эпӗ юлташсемпе тем пирки лайӑххӑн ҫывӑхланаймарӑм, ҫавӑнпа пайтах кулянма та, курнӑҫланма та тиврӗ. Малалли ҫула халех тухасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Таврара темскер пулса иртет, пурте лара-тӑра пӗлмеҫҫӗ… Ытла та тискер тӗттӗмпе шӑплӑх чикки йӑтӑнса ҫитрӗ — ним шухӑшсӑр, нимӗнле кӑмӑл-тӗллевсӗр, тулашри нимле курӑмлӑхсӑр, ӑҫтан та пач ҫук евӗр хутлӑх, унта пурӗ те пӗртен-пӗр ӗненӳ ҫеҫ — халех ак, ҫак минутрах, мӗн-тӗр тивӗҫсӗрри, тӳрлетмелле марри, ҫав тери усал япала пулма пултарассине шантаракан хӑрушӑ ӗненӳ. Мӗншӗн калатӑп-ха эпӗ ҫаксене пурне те? — Апла-тӑк, — терӗ майор, — пирӗн ним тӑвасси те ҫук, пӗр ҫыран хӗрринче анчах ҫӑлӑнӑҫ шырамалла. Мак Набсӑн калавӗ ҫак тӗле ҫитсен Гленарван кӑшкӑрса ямасӑр тӳсеймерӗ. Ашшӗ хӑйӗн ачине юратать, амӑшӗ хӑйӗн ачине юратать, ача ашшӗпе амӑшне юратать; анчах ку пачах урӑх япала, тӑвансем, тискер кайӑк та хӑйӗн ҫурине юратать! Хм… унта валли пирӗнтен ҫын ыйтман. Анчах пиҫсех ҫитеймен-ха, вӑт мӗн инкек. Залра шавлама, кулма тытӑннӑ. Вӑл пире ак мӗнле чӗнӳ парса хӑварнӑ теме пулать. Эп пуҫланӑ ӗҫе малалла тӑвӑр, вӗҫне ҫитерӗр, пурӑнӑр; ҫакӑнпа вӑл хӑйӗн пурнӑҫне пирӗннипе ҫыхӑнтарать… Е тата, калӑпӑр, округ сучӗ килет, приҫҫак тыттармалла; ытти пачӑшкӑсем пурте вӑтанаҫҫӗ, эпӗ вара судьясемпе те, прокурорпа та, адвокатсемпе те йӑлт хамӑр ҫынла: вӗреннӗ ҫын пулса калаҫатӑп вӗсемпе, чей те ӗҫетӗп, кулатӑп, мӗн пӗлменнине ыйтса пӗлетӗп… Вӑл мана Генри Пойндекстер кайнӑ енчен илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Ирсене чей ӗҫме ҫӑкӑр илнӗ лавкаран тӗрлӗ тӗслӗ пӗчӗкҫӗ кӗнекесем илме пуҫларӑм. Хӗрлӗ Шуҫӑмсен ҫынсӑр проспектӗнче ҫил вӗрет. Тумлан, тарма ан та шутла. — Эпӗ сире тӗлӗнтерессе малтанах курса тӑратӑп, — пуҫларӗ Аркадий вӑй пуҫтарса: — ҫитменнине тата вӑл, пӗр енӗпе, асӑрхӑр, пӗр енӗпе… сире пырса тивет. Июль уйӑхӗнче эпӗ Киркенес ҫинелле бомбӑсем турттарса ҫӳреттӗм-ха, ӳкерчӗксем кӑтартнӑ тӑрӑх пит ӑнӑҫлӑ ҫӳренӗ вара. Эпӗ хамӑн полкпа тӑракан хулара тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ ҫӑкӑрпа сутӑ тумаҫҫӗ, анчах ҫӑнӑхӗ пур. Егор Иванович пӳлӗме кӗрсе унтанах калаҫма пуҫларӗ. Вӑл кактус туратне хӑйне малтан тытнӑ ҫӗрте ӳкерсе хӑварнӑ. Анчах Синопа ҫураличчен нумай маларах Хура Урасем йытӑсемпе усӑ курас йӑлана пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем лашасем туяннӑ. Ҫапах та лагерьте йытӑсем нумай юлнӑ, мӗншӗн тесен индеецсем вӗсене юратнӑ; хӑш-пӗрисем ҫирӗм-вӑтӑршар йытӑ усранӑ. Эпӗ хӗрарӑмсене сана валли простынь сарса минтер хума хушатӑп. Ывӑлӗ унӑн килте юлчӗ, ҫавӑнпа та амӑшӗн чӗри лӑпкӑраххӑн тапма пуҫларӗ, анчах шухӑшӗ ун халь пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчех пулчӗ, ӑна вӑл ӑнланса илме пултараймарӗ. — Мӗн сывлӑхӗ пур унӑн!.. Вӑл тимлӗн шутлакан иккӗмӗш задача тӗрлӗ составсенчен тӑракан уйрӑм мазь шутласа кӑларасси пулать. Ҫав мазьпа сӗрсен, путексен ҫӑмӗ ӳсме чарӑнмалла. Ученӑй ҫитес вӑхӑтрах хӑйсен королевствинчен ҫара йӑхлӑ сурӑхсем ӗрчетме ӗмӗтленнӗ. Кӑшт чӗнмесӗр тӑрсан, каллех хушса хурать: — Эпӗ куна хамшӑн тата Димкӑшӑн пӑртак калатӑп. Давыдов пикенсех, сӑмах чӗнмесӗр ҫирӗ, пуҫне чашӑк ҫинчен пӗрре те ҫӗклемерӗ. Пурнӑҫ йӗркесӗрлӗхӗн слонӗсемпе мамончӗсене сӑмах парӑр! — Юрӗ, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — унччен малтан манӑн ҫакна ӑнлантарса памалла пулать. — Алӑ пус эсӗ малтан, унтан ӑнлантарӑн. Поляницӑн пӗчӗк чее куҫӗ пӗтӗмпех кӳпшеке пичӗн пӗркеленчӗкӗ хушшине пытанчӗ те антрацит тӗпренчӗкӗ пек усаллӑн йӑлтӑртатма пуҫларӗ, ҫӑра хура куҫ харшийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ. Кӑмӑлӗ тӑраниччен йӑпанать те санпа, вара пӑрахать. Урӑх ним тумалли те юлман. Эпир вӑл вӑхӑтра Исландирен сакӑр ҫӗр километрта пулнӑ иккен. Анчах вӗсем утнӑ та утнӑ, салхуллӑн, ним чӗнмесӗр утнӑ. Ял тулашнелле. Ҫавӑнпах тата уйӑх ҫинче ҫынсем те пурӑнма пултараймаҫҫӗ, унта халь сӑмсасем анчах пурӑнаҫҫӗ. Мӗнле ӑс-пуҫпа ҫак япалана тума пултартӑр-ха вӑл? Хӑвӑртрах ҫавӑнталла! Карчӑкӑн хӗпӗртенипе, эрех ӗҫнипе, сигара тӗтӗмӗпе пуҫӗ ҫавӑрӑнсах кайнӑ; упӑшки унпа калаҫма пуҫларӗ те — аллипе ҫулчӗ. — Эпӗ хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх, халӗ эпир ҫӗр айӗнче тинӗс шывӗ тӳремӗнчен вунӑ пин фут тарӑнрах вырӑнта тӑратпӑр. Хыттӑн чан ҫапни илтӗнсе кайрӗ. — Пӗтӗмпех. Ҫул тӑрӑх кордонсем лартса тухнӑ, унта казаксем тӑраҫҫӗ; кордонсем хушшинче, вышкӑсем ҫинче, часовойсем вырнаҫнӑ. — Курӑпӑр-ха, хӑвӑр епле парӑр, — терӗ Илинька, вӑл университета кӗнӗренпе мана пачах та итлеми пулчӗ, манпа калаҫнӑ чух кулмасть, ман ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхать. Халь ӗнтӗ вӑл хӑй кӗрешӳсӗрех выҫса вилессинчен хӑрамарӗ, халь ӗнтӗ ӑна выҫлӑх мар, хӑй пурнӑҫӗн юлашки хӗлхемне сӳнтеричченех, хӑйӗнчен вӑйлӑ тӑшман айне пулса тан мар кӗрешӳре вилме пултарасси шиклентерчӗ. — Те вӑрӑ-хураха, те — пӗчченшерӗн ҫӑлӑнса пурӑнма, — вӑл вӑхӑтра ҫав ӗҫсене питех тиркесе тӑмастчӗҫ… Яланах йӗркеллӗ те лӑпкӑскер, халь вӑл ларма-тӑма пӗлмесӗр шавлама тытӑнчӗ. Командира ҫынсем умӗнчех намӑслантараҫҫӗ, кайран тата йӗркеллӗх ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Вара кунта куҫса килме шутларӑм — кӳршӗре пулам хуть. Вилӗм вӗт вӑл — ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнас ҫук тени пулать. Шкулта вара ҫак ҫур ҫул хушшинче пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ. — Ҫапла, халӗ вӑл вӗсенче, вӑл вӗсен аллине мӗнле лекнине аса илетӗп те ҫав тери лайӑхмарланатӑп. — Пултараймастӑп! Пӳрнисем те аллисем пек вӑрӑмланнӑ майлӑ, вӗсен вӗҫӗсем тепле сӑрӑлтатса тӑнӑ. — Тӑхта, мӗншӗн кӑмӑлсӑр-ха эс? Атаманецӑн мӑйӑхӗ кӑрт-карт туртӑнкаласа илчӗ, аллисем чӗтреме пуҫларӗҫ… — Никам та пӗлмест-и? Анчах кунта тӗплӗхӗ ҫукчӗ, кӑшӑл тӗпӗнче примус ҫеҫ ларатчӗ; эпӗ ӑна тытса силлерӗм те примус ашӗнче краҫҫын та пурччӗ-ха. — Ирпеле Святой Стефана кайса курӑпӑр-и? Ҫапах та вӑл, хаваслӑ теветкеллӗх туйӑмӗ кӗтмен ҫӗртен ҫавӑрса илнипе, рамӑна пӗтӗм вӑйранах хӑй еннелле картлаттарса туртрӗ. Халӑх сахал кунта. Хапха уҫӑлчӗ те, урама хӗрлӗ хӑюллӑ чечек кӑшӑлӗсем хурса тултарнӑ тупӑк хупӑлчи йӑтса тухрӗҫ. Мойсей Мойсеич кӗчӗ, Вӑл Соломонпа хӑйӗн хӑнисем ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхса илчӗ те, унӑн пичӗ пӗр ҫӗрте каллех кӑлт-кӑлт туртӑнма тытӑнчӗ. Эпӗ тӑна ҫухатрӑм. Вӑл ҫав карчӑкран витре, кипке татӑкӗ, швабра ыйтса илчӗ те, арҫынсем ӗмӗр-ӗмӗр курайман ӗҫе тытӑнчӗ. Ан ман ҫавна. — Палланӑ ҫынсене тивмест вӑл. Ҫынӗ вӑл — лайӑх, турра кӗлтӑваканскер, ҫирӗп шухӑшлӑскер тата хутла пӗлекенскер, ҫапах та — вӑрлама юратать! Эпӗ вунпилӗк пуса вакларӑм, пӗр мӑшӑр мӗтӗҫ айне вӑрӑм карта ӑшне виҫӗ пус хутӑм; кам ҫав мӑшӑра персе ӳкерет — укҫине илет, тӗл лектереймесен — эпӗ унтан виҫӗ пус илетӗп. Ольга хӗрелсе кайрӗ, ним тума пӗлмесӗр чечек ҫыххине ҫул ҫинелле пӑрахрӗ. — Хурта таптаса лапчӑтма-и?! — кӑшкӑрса ячӗ Бенедикт пичче. — Эппин мӗнле тӗл суйлассу килет? — ыйтрӗ онбаши, хӑй пӑшалне те хулпуҫҫинчен илсе, вӑл хӑй епле тӗл перессипе мухтанасшӑнччӗ ӗнтӗ. Илемлӗ ҫурт тени ӑна ҫав териех кирлӗ-им-ха? Унӑн чӗри ҫук. Ку вӑл яланах ҫапла пулнӑ, ҫапла пулать те ҫут тӗнчере, — терӗ вӑл, унтан пирус хумалли курупка кӑларчӗ те туртма хатӗрленчӗ. Хӑранипе аран ҫеҫ сывласа Гленарванпа унӑн тусӗсем ҫак йӗрӗнмелле сценӑсене икӗ телейсӗр хӗрарӑма кӑтартасшӑн мар. Далматинец граф Войновичсен чаплӑ ҫемйин инҫетри йӑхӗнчен тухнӑ ҫын иккен, ҫав Войновичсенчен пӗри тахҫан авал Хура тинӗс ҫинче вырӑс адмиралӗ пулнӑ — ӑна хисеплесе Севастополь пристанне халӗ те Графски теҫҫӗ, — тепри — хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче паллӑ историк пулнӑ. — Экспедицишӗн ҫветтуй Анна орденӗ пама тӑратнӑ. Тӑван ҫӗршывне сыхлама хӑй ертсе кайнӑ икӗ ҫӗр салтакран ҫӗр аллӑшӗ ҫапӑҫу хирӗсенчен тавӑрӑнаймарӗҫ. Малтанах вӑл хирӗҫсе тӑчӗ. — Ҫапла, сэр. Вӑл ют пахчасенче юриех асӑрханмасӑр ҫӳренӗ: кӑшкӑрса калаҫнӑ, улмуҫҫи турачӗсене шатӑртаттарса хуҫнӑ, хуртлӑ панулми лексен, сад хуҫин ҫурчӗ еннелле вӑркӑнтарса янӑ. Унтан вӗсем сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, ҫав хӑрушӑ ҫурт ҫумӗнчен иртсе каяс мар тесе, пысӑк кукӑр туса, вӗсем киле вӑрман витӗр, Кардиф тӑвӗн леш енӗпе ҫаврӑнса кайрӗҫ. Эпӗ — Федосеев. Акӑ пирӗн ҫуртра ӗҫлекен хӗрарӑм мунчала тытса турилккесем ҫума каять, акӑ буфетра савӑт-сапана шӑкӑртаттарни илтӗнет, сӗтеле вырнаҫтараҫҫӗ, пукансем майлаштарса лартаҫҫӗ, Мими те акӑ Любочкӑпа Катенькӑна (Катенька — Мимин вуникӗ ҫулхи хӗрӗ) садран илсе килет, анчах апат хатӗрри ҫинчен килсе пӗлтерекен дворецки Фока курӑнмасть-ха. Пӗр начар сӑхманпа ҫеҫ-ҫке. Пирӗн ҫынсем мӑшӑрланура пӗтӗҫленӳсӗр пуҫне нимӗн те курмасӑр авланаҫҫӗ, кайран вара е ултав, е ирӗксӗр хӗсӗрлени пулса тухать. Петро ҫур витрене яхӑн кӗрекен алтӑрпа эрех тултарса пама ыйтсан вара вӑл, тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ пек, куҫ-пуҫне чарсах пӑрахать. Хамӑра хамӑр алла илме тӑрӑшар-ха, хаклӑ юлташ… Йӑмӑк ӑна Иван Иваныч тесе чӗннине, вӑл ҫулран ҫӗтсе кайнине, ун ҫинчен никама та калама юраманнине, каласан ӑна «Цугундере лектерессине» те лайӑх пӗлет. Чӑннипе калатӑп, ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине эпӗ паян кун та тавҫӑрса илейместӗп, анчах йӑмӑкпа иксӗмӗр те эпир хамӑр хӑнана ырӑ мар япала кӗтсе тӑнине часах чухласа илнине лайӑхах астӑватӑп эпӗ. Кашни станока хирӗҫ, йывӑҫ йӑрхахсем ҫине, сӳсмен, кутлӑх е пичеве кӳлмелли чӗн вӗренсем ҫакса хунӑ. Ӑна юратман-тӑк лайӑхрах пулатчӗ те ҫав. Городцова йывӑр пулсан, ӑна ҫеҫенхире, тулӑллӑ вырӑна, куҫарӑр, тет. Выводсем ҫинче чарӑнса тӑма ирӗк парӑр: эпӗ докладра каласа патӑм-ха ӗнтӗ, Райҫӗрӗҫпайӗнчи цифрӑсем тӑрӑх, малтанхи пилӗккунлӑхра районӗпе мӗн пурӗ виҫҫӗр сакӑрвун виҫӗ га акса хӑварнӑ. Астрономсем ӗлӗкех кашни 18 ҫул та 11 кун та 8 сехетрен Уйӑх тӗттӗмленсе пынине асӑрханӑ. Арӑслан пек паттӑр та путек пек йӑвашскер, вӑл хӑйӗн уставне кӑна пӗлнӗ. Этем тесен вара — вӑл чӑрмавлӑ, канӑҫсӑр, мӗскӗн… хӑш чух пит мӗскӗн пулать вӑл! Ӗлӗкхи пурнӑҫӗнчен татӑлса, хӑйӗн станицинче ҫакнашкал пӗчченҫи тата хӑйне май вырнаҫнишӗн нихҫан та ӳкӗнес ҫуккине вӑл хытӑ ӗненнӗ. Ламберт унпа килӗшнӗ, хӑйӗн пӗчӗк пӳрчӗн хӗррине Британи ялавне лартнӑ. Ахалех каламарӗ ҫав вӑл хӑйне хӑй пӗлми пулчӗ тесе… Казаксене станицӑран икӗ ҫын хӑваласа ҫитрӗҫ те ик-виҫ сӑмах калаҫкаласа илчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ татсах каламалли самант килчӗ: пичче тытӑннӑ ӗҫе е хутшӑнас, е пӑрахса каяс. Никам та пулӑшмасть-им вара?.. — Акӑ мӗншӗн, — малалла каларӗ Ннколай Антоныч, — эпӗ, Катюша, сана пӗр сӑмаха пин хут калама хатӗр! Таврара пӗр чӗрӗ чун та ҫук. — Усалтарах терӗр-и эсир, мистер Стумп? Чӳречисем, аялтан хупӑрласа хунӑ пек, ҫӳлтен кӑна ҫутатнӑ. — Монсеньор, — терӗ аббат маркиза, — эпир уйрӑлатпӑр эппин? Иккӗшӗ ҫӗр ҫинче выртаҫҫӗ, пӗри тарчӗ, тӑваттӑшӗ ӑнӑҫлӑнах хӳме урлӑ каҫрӗҫ. Ыттисем, ҫиччӗ е сакӑр пирачӗ, кашниех темиҫешер мушкет тытнӑ пулас, чӑтлӑхра ларса, пирӗн ҫурт ҫине пӗр чарӑнмасӑр персе тӑчӗҫ. Ҫапах та вӗсем пени нимӗнле сиен те тӑваймарӗ. Пӗрре вӗсем урса кайнӑ пекех тӳпелешсе карӗҫ, ҫавӑнта вара пысӑккисен хутшӑнмалла пулчӗ, тӑшмансене вара, йытӑсене уйӑрнӑ пек, шывпа сапса уйӑрчӗҫ. Ҫак ҫӗр — вӑл эпир ишсе килнӗ утрав пулать. Ҫапах та эс ӑна, Алёха, ан айӑпла, ан айӑпла, тусӑм, ун сӑмахӗсемшӗн. Ӑҫтан тупса пулӗ-ши? Степан Иванович та ҫавнашкалах фронтран та, тылран та ҫырусем нумай илнӗ. Эпир Конституцин ҫав тӗп характерне пӑсас теместпӗр пулсан, пирӗн ӑна ӗлӗкхи ҫинчен калакан историллӗ справкӑсемпе е ССР Союзӗнчи ӗҫ ҫыннисен малашне ҫӗнтерсе илесси ҫинчен калакан декларацисемпе тултармалла мар. Ун валли пирӗн урӑх майсемпе урӑх документсем пур. Ку тӗлӗннипе кӑшкӑрса илни пулман. Кимӗсемпе тулнӑ ҫырман пӑтранчӑк шывӗ, хӑй валли пӗрер самантлӑха та пулсан канӑҫ ыйтнӑ пек, ҫыран хӗррине пыра-пыра, шӑппӑн, мӗскӗннӗн чӳхеннӗ. Ҫынсем хӑйсем ҫуралнӑ чухнех ҫав чун чирӗпе ҫуралаҫҫӗ, вӗсем ӑна ашшӗсенченех йышӑнса юлаҫҫӗ, вара вӑл вӗсенчен мӗн масар шӑтӑкне кӗричченех уйрӑлмасть, пурнӑҫ тӑршшӗнче вӗсене хӑйсен тӗлсӗр тискерлӗхӗпе ҫав тери ирсӗр ӗҫсем тутарать. Сирӗн аннӳ мӗн хушни пирки калас пулсан, — пӗрремӗшӗнчен эпӗ вӑл ыйтнине тумасӑр тӑма пултарайман, иккӗмӗшӗнчен, вӑл ыйтнипе эпӗ сире епле канаш пани тӑрӑх эсир… тавҫӑрса илме пултарнӑ… Эпӗ каланине итленӗ чух, вӑл мана питрен ҫемҫе куҫӗсемпе пӑхатчӗ те, кӑшт ҫеҫ палӑрмалла йӑл кулса:— Ав мӗнле? — тетчӗ. Унӑн калавӗсем мана кӑмӑла каймастчӗҫ, Хумма ӑсӗ мӗнле ҫулпа кайни те кӑмӑла каймастчӗ, анчах эпӗ вӑл мӑнастире каятех ӗнтӗ тесе шутлаттӑм. — Мӗн терӗ? Король майри эпӗ пит хӑравҫинчен час-часах кулса, манран: сирӗн тӑван ҫӗршыври ҫынсем пурте сан пекех хӑравҫӑ-и? — тесе ыйтатчӗ. Япаласене чӑркаса, чиксе хунӑ чух, мана нумай аппаланма тивни ҫинчен пӗлсен, хуҫа та ним те калас ҫук. Башня тӑшман лагерӗнчен: «Сирӗнпе калаҫма юрать-и?» тесе ыйтать, тӑшман лагерӗ: «Юрать» тесе ответлет. Юханшыв хӗрринчи вӑрман ҫумне вигвамсем лартнӑ. — Ҫук, ку вӑл ваттисен сӑмах ҫеҫ, — ӑнлантарса пачӗ капитан. Сунарҫӑсем ҫывӑхри хирсенче кайӑк шыраса пыраҫҫӗ, хыткӑмӑллӑрах ҫынсем фургон ӑшӗнчисемпе сӑмахлаҫҫӗ, философсем — философипе аташаҫҫӗ. «Вӗлерчӗҫ! Вӑл вӑрманта хуҫа пекех, йӗри-тавра мӗнпур — ҫавӑншӑн пуриншӗн те тӑван пек туйӑнать, вӑл упа ами пек утса ҫӳрет, пурне те курать, пурне те мухтать, тав тӑвать. Аптӑранипе мучи ӑна ҫавӑра-ҫавӑра пӑхрӗ. — Турӑ суйласа пани эс, эс чӑн-чӑнни, ман чӗремӗн майра-патши эс… Ҫак пӳлӗмсӗр пуҫне кунта тата виҫӗ пӳлӗм пур, вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫурт тӑршшӗ таранах тӑсӑлса каяҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе сарлака алӑксемпе ҫыхӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫак алӑксене пӗр-пӗрин хыҫҫӑн стена ҫумне ҫапса лартнӑ, ҫакна пула пӗрремӗш пӳлӗмрен юлашки пӳлӗме ҫитме те аван пулчӗ. Хӑрах куҫӗпе пысӑк чӗрес ӑшнелле пӑхса илсе, вӑл сиввӗн хушса хучӗ: — Пӗтӗмпех кӳпсе янӑ; лаша пек ӗҫеҫҫӗ. Эх, мӗнле Громобой! Тухма ан васкӑр-ха эсир, — терӗ вӑл, Воропаев мостик ҫинчен анма шутланине асӑрхаса. Ну, мӗн кулатӑн эсӗ? Ҫырса ил-ха малтан. Ӑна шел пек туйӑнчӗ тата хӑйшӗн намӑс та пулчӗ. Анчах ҫакӑнпа пӗрлех, вӑл Марьянӑра ҫавнашкал туйӑм та пулин вӑратма пултарнӑшӑн питӗ савӑнчӗ те. Тӑшман армана штурмпа илме тытӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн шӗлепкине тыткаласа пӑхрӗ, ун ҫинчи павлин тӗкне тӳрлетрӗ, вара амӑшӗпе пӗрле ҫак шӗлепкене туянма мӗнле кайнине аса илчӗ. Сывӑ пулӑр. Фома, зала пырса кӗрсенех, ӑна такшисем хултан ярса тытнӑ, сӗтел патнелле ҫавӑтса кайнӑ, пурте — мӗн те пулин ҫиме-ӗҫме ӳкӗтленӗ. Мӗн калӑп-ши вара эпӗ закройщик арӑмне? Акӑ куҫ умне хура та вӑрӑм ҫивӗтлӗ, чӑп-чӑмӑр кӑкӑрлӑ, чипер, анчах пӗрмаях салху сӑнлӑ, ҫара хуллӑ, вӗри туйӑмсемпе ыталакан леш хӗр тухса тӑрать. — Калаҫнӑ. — Ку ҫырусем-и? — терӗ вӑл, урайӗнчен тӑрса. — Эсӗ вулама пултаратӑн. — Lisе, Lisе! ах, сан евӗрлех! superbe, superbe! Сулӑ ҫине шыв персе аннӑ хыҫҫӑн тӑрса юлнӑ аш татӑкӗпе ик-виҫ сухари илчӗ те пичче, виҫӗ пӗр пек пая уйӑрса, кашнине валеҫсе пачӗ. Шупка пӗлӗт татӑкӗсемпе сапӑнса тулнӑ кӑвак тӳпе ҫине тата катари симӗс-кӑвак йӗрпе тӑсӑлнӑ ҫыранӑн шурӑ маяк башниллӗ сӑртпа пӗтекен инҫетри Крым ҫерӗ ҫине пайтах вӑхӑт хушши пӑхса тӑтӑм, Геленджика миҫе сехетре тухса каяссине комендантран ыйтса пӗлес тесе, эпӗ Фанагори крепоҫне тухса утрӑм. Паян манӑн пике София… Айлӑм тӑрӑх куҫа курӑнман юр хуллен чӑштӑртатса вӗҫсе пите-куҫа сапӑнать. Ҫав ҫынсем пурте мантан сахалтарах курнине, пӗлнине эпӗ часах ӑнланса илтӗм; вӗсенчен кашнине тенӗ пек ачаранпах мастерствон тӑвӑр карти ӑшне кӗртсе лартнӑ та, ҫавӑнтанпа вӗсем унтах ларнӑ пек туйӑнать. Ҫапла каларӗ те ҫурт кӗтессинчен курӑнми пулчӗ. Ҫав ҫеккунтра вӑйлӑ ҫил хускалса каять те вӗлтӗр-вӗлтӗр лӑскать ун ҫинчи ҫӳхе кӗпене, унтан сасартӑк ҫат! ҫыпӑҫтарса лартать ӑна таччӑн кӗлеткипе урисем тавра. Кухньӑра ҫапӑҫса илнӗ хуранта шӳрпе пиҫет. Тетрадь ҫине ҫирӗм ҫула яхӑн ҫырса пынӑ. Тупӑш шутне кӗртнӗ укҫа хисепӗ пысӑкран пысӑкланса пырать. Чи вӗҫӗнче, пилӗк-ултӑ хутчен йӑнӑш шутласа ҫырнӑ хыҫҫӑн, итог тунӑ, аялта: «Бенс тивӗҫӗ», тесе алӑ пуснӑ. Халь манӑн пуҫа пӗр шухӑш пырса кӗчӗ: чи малтанах пӑчкӑ тума юрӑхлӑ япала тупмалла. — Пур ҫӗрте те! — терӗ Николай ҫемҫен кулса. Ыран эскадрилья йышӑнатӑр, мӗншӗн тесен… виҫҫӗмӗш эскадрилья командирӗ паян базӑна таврӑнмарӗ. — Куратни, мӗнле паллӑ туса лартнӑ! Пичче пӑхрӗ, танлаштарса сӑнарӗ те, сасартӑк ҫав тери хытӑ сиксе илчӗ, пӗтӗм ҫурт чӗтӗренсе кайрӗ. Рыбин ун хыҫӗнчен пуҫӗпе сулса, хулӑн сасӑпа каласа хучӗ: — Асапланать. Ма ҫӳҫе хырса ятӑр? Урлӑ урамра шӑп, пӗр витре тӗплекен ҫеҫ, лутакарахскер, пысӑк сӑмсаллӑскер, хӑйӗн мастерскойӗнчен темиҫе хут тухса, хӑранӑ пек, шанман пек ман ҫине пӑха-пӑха илет. — Пӗртте апла мар, — терӗ Галли лӑпкӑ сасӑпа. Эсир куратӑр вӗт — судне хӑҫан тумаллине халь те палӑртман… Мӗскӗн карап пӗтрӗ ӗнтӗ пирӗн, тӑвӑлсем пире сиен тӑваймӗҫ! Сӑпкари ача йывӑррӑн тата хӑвӑрттӑн сывлать. Хӑрах куҫли тавӑрса калас вырӑнне кмета питӗнчен саламатпа сӑптӑрса та илчӗ. Ҫӑтӑр-ҫатӑр ҫапӑпа иртнӗ ҫулхи ҫулҫӑсем пухса питӗ пысӑк купа турӗҫ те вут тивертсе ячӗҫ. Ҫамрӑк ҫынсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен пӗрре те калаҫман. Унта райкомран кӑтарту киличченех тухса каяҫҫӗ. Революцире ҫурма ҫул ҫинче чарӑнни е чӑкӑлташса тӑни пулмалла мар. — Эпӗ, — илтӗнчӗ именчӗк сасӑ. — Эсӗ мана ҫавӑн пек ниме тӑман ҫын тесе шутлатӑн пулсан, эпӗ хам сана мӗн тӑвас тени ҫинчен каласа кӑтартсан та, сан куҫран ӳкес ҫук ӗнтӗ. Мӗнле-ха эсир, чӗрӗ халӑх, ӑнланса илейместӗр? Анчах ҫапах та, вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе вырӑн ҫитменнине пула, койкӑсене коридорсене лартма тӳр килнӗ. Мӗн тумалла ӗнтӗ халь? Вӑл виҫӗ эрне хушши чарусӑр ӗҫкӗ-ҫикӗ сӗрӗмӗнче пурӑнчӗ, Алексей пырсан тин тӑнӑ кӗчӗ. Иван Львович хамӑра ӑсатнӑ чухне юлашки сӑмах калани, шӑлне ҫыртса, пирӗн ҫине пӑхса, нимле мар пулса кулни, пӗрре те манӑн асӑмран каймасть. — Пирӗн Стара-планина чылай маттура хӳтӗленине пире те хӳтӗлӗ, — хушса хучӗ Иван Остен та. Акӑ эпир, сӑмах панӑ пек, пӗрне-пӗри тепӗр хут куртӑмӑр. Ну, сутӑр эппин тирӗпе шӑммисене. Ҫурма тӗттӗм пӳлӗме кӗрсен, вӗсем куҫӗсене мӑчлаттарса пӑхрӗҫ. — Уҫас-и? — ыйтрӗ стена леш енчен Вышимирский. Нумайччен кӑшкӑрнӑ, хӑйне никам та илтес ҫуккине пӗлсе ҫитичченех кӑшкӑрнӑ. Унтан хыттӑн тавлаша пуҫларӑмӑр: хӑшӗ — Таня хӑйне ҫав тери сӳтӗлтермӗ, терӗҫ; хӑшӗ вӑл салтака хирӗҫ тӑраяс ҫук, терӗҫ; хӑшӗ тата — салтак Таня ҫумне пит ҫыпӑҫа пуҫласан, унӑн аяк пӗрчисене ҫапса хуҫас, терӗҫ. Пӗтӗм халӑх алӑк патне пырса тӑрӑнать, Эрхип чиркӳ тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет, ик аллине шарт ҫапать те: «Акӑ, тинех ҫаклантӑм иккен эпӗ! — Давыдовӑн чӗлхи такӑнчӗ; вӑл ҫӑра уҫҫисем ман алӑра мар, тесе каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантрах ҫакна чухласа илчӗ: ҫӑра уҫҫисем ман алӑра мар тесен, халӑх тӳрех Демка Ушакова шырама чупать, паллах, шыраса тупатех ӑна, вара Демкӑн хӑтӑлса юласси пулас ҫук, — вӗлерсех пӑрахӗҫ. Таврӑнӗ-ши калле? Таса мар пулмасӑр! Таса мар вӑл! Йӗри-тавра кӗрӗс те кӗрӗс! туса ҫеҫ тӑрать. Вандея пуҫлӑхӗ Шаретт Порник хулине унта пурӑнакан ҫынсемпе пӗрлех ҫунтарса янӑ. Алӑка шаккаҫҫӗ. Хӑй килни ҫинчен пӗлтерсен, Озеров капитан тӳссе тараймарӗ, тӳрех хӑйне хӑй чарсарах ыйтрӗ: — Майор юлташ, юрать-и? Ав унта пит хӑрушӑ ҫил-тӑвӑл. Корчагин ӑна куҫ айӗн пӑхса илчӗ. Вӑл та Тубянскине кайма хатӗрленнӗ, унта унӑн колхоз правленийӗпе триер пирки калаҫса татӑлмалла. Саша сӑмсине одеял айӗнчен кӑларчӗ те, шӑппӑн каларӗ: — Атя, кӑмака ҫине юнашар выртар, — терӗ. Анчах темӗн те пулма пултарать. Ҫурт хыҫнелле пӑрӑнчӗҫ. — Нивушлӗ эпир тепӗр хут нихҫан та тӗл пулаймастпӑр? — терӗ Паганель, салхулланса. «Манӑн шӑтӑк!» — илтӗнет Глэдисӑн сасси. — Кунта эпӗ пӗррехинче хам валли ҫурт лартасси ҫинчен шухӑшланӑччӗ, — терӗ лешӗ, кулса. — Эпӗ сан пата шӑп ултӑ эрнелӗхех килтӗм, ватӑ аттемҫӗм, — терӗ ӑна Базаров: — ӗҫлес килет, эсӗ, тархасшӑн, ан кансӗрле ҫеҫ мана. — А, аван! Судьясем, манӑн сӑмаха кӑмӑллӑрах итлеме пуҫланӑскерсем, эпӗ пӑлханнине кура, малтанхи пекех мана хирӗҫле ҫаврӑнса кайрӗҫ. Кӑлӑхах ҫав, мӗншӗн тесен эсӗ никама та ӗненместӗн пулмалла… Вара ӑна ирӗксӗрех Рыбин сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ: — Пире турӑпа та улталанӑ! Ырлӑх пултӑр сире! Ҫак тӑрмашу сехете яхӑн тӑсӑлчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пӗр шанчӑк та ҫук пекех туйӑнчӗ. Мӗн тума хушӑн ӗнтӗ скульптора, ҫитменнине тата ман пек япӑххине? Пӗтӗм ҫемйипе, Осуэлл юлташӗпе Ливингстон, Замбези юппи Нхобе шывӗ тӑрӑх пырса, ҫак йывӑр ҫулҫӳревре тертленсе пӗтсе, — апат, шыв ҫитменнипе кӗҫ кӑна ачисем вилмен — вӑл макололо йӑхӗн ҫӗрне ҫитнӗ. — Ҫӗртен хӑптар! Полковник Монтанеллие хӑюллӑнах аллинчен тытрӗ. Ҫынсем халь пурте, пурте мӗнле вӗлереҫҫӗ, шӑпах ҫавӑн пек… «Вӗсем ав мӗнле пурӑнаҫҫӗ вӗт? — шухӑшланӑ вӑл хӑй тӗллӗн. Ҫӗр патне ҫитме вӑтӑр мильрен ытла юлмарӗ пулин те, яхта сехетре вунултӑ узел туса малалла ыткӑнса пырать. — Вунсакӑр ҫӑмартан саррине кӑларатӑн та бисквитпа хутӑштаратӑн, кӑштах йӳҫӗ миндаль хушатӑн, хӑйма, сахӑр, ҫу ҫинче шӑратса пӗҫеретӗн. Ҫавӑнпа та вӑл, начальство, ытлашши ҫирӗпех тыткаламасть, пӗр-май ҫапла калать: «Эсир ӗнтӗ, господа, лӑпкӑрах пулӑр, пире сиен ан кӳрӗр!» Ку самах… ӑсран! Тутин кӗтессисем усӑнса анчӗҫ, ҫӑварӗ ҫурла пек кукӑрӑлса карӗ, тути ҫинчи ӳт-тирӗ сиккеленсе тӑнине тата чӗтрекен пӗркеленчӗкӗсем чӗлхесӗрех тем ҫинчен каланине курса тӑрасси шутсӑрах лайӑх марччӗ. — Роберт, Роберт! — терӗ ӳпкелешсе Мэри. Пуринчен ытла пӗлетӗн! Джон Мангльс унӑн хӑватлӑхне пӗрре те чакарасшӑн мар, мӗншӗн тесен ҫӑлӑнасси мӗн пек хытӑ кайнинчен килет. Автора мӗнле йышӑнни. Вӑл пӗрре курӑнми пулса, унтан курӑнса, кайран тата каллех курӑнми пулса нумайччен ҫӳренӗ те юлашкинчен каялла ҫавӑрӑнса килнӗ. — Ну, укҫа ыйтма килчӗ-и? Пӗлетӗп, — терӗ художник, аллине сулса. Пуҫне Демид патне, тутӑр айне, чикет те ыйтать хайхискер: «Ара эсӗ чӗлхесӗр мар пуль те?» — тет. — Пӗлместӗн-им? Апла-тӑк, кӗнеке пурри кӑна сахал, тата унпа усӑ курма пӗлмелле… Хӑвӑрӑн хаҫатӑрсем сире хӑюллӑ тесе ҫыраҫҫӗ, эсир те ҫапла шутлатӑр, чӑннипе вара эсир ыттисем пекех хӑравҫӑ. Говэн айӑплӑ. — Эх! Мӗн тӑватӑр эсир мана! — камитле шанӑҫсӑрлӑхпа кӑшкӑрса ячӗ уретник. Ӑнлантӑн-и? Пӗчӗккӗ те хӑрӑм тасатакан ҫын пекех хуп-хура наводчик, петлицисем ҫине икӗ виҫкӗтеслӗх ҫӗлесе лартнӑскер, тупӑ кӗпҫине сылтӑмалла пӑрчӗ, ун ҫийӗпе куҫпа виҫсе пӑхрӗ, — вара тупӑ хыттӑн карт! сиксе илчӗ, унтан тепре, татах тепре, йӗри-тавра тӑпра купаласа ҫавӑрнӑ позицийӗнчен сиксе тухса танк ҫинелле ыткӑнасшӑн тейӗн. — Култарнӑшӑн, — ответ парать Костин. Симурден ҫав ҫын лӑпкӑн сывланине тарӑн шухӑша кайса итлерӗ. Эсир ҫав тери хӑратӑр, ӗненместӗр; пуринчен те ютшӑнатӑр… Анчах та манӑн вӑл мана юратнипе юратманнине ҫав тери пӗлес килет. Вӑл ҫапӑҫма хатӗрленнӗ пек пӗр сӑмах ҫеҫ хушса хунӑ: — Ну? Ҫак сӑмахсене илтсе, ҫӗтек-ҫатӑк тӑхӑннӑ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӑрах куҫлӑ ача ман пата чупса тухрӗ те ҫавӑнтах ял хыҫне илсе кайрӗ. Ӗҫӗ пит те тӗлӗнмелле иккен. Ҫаксенчен иккӗшӗ пырсан тата хӑйӗн тахҫанхи юлташӗ Дмитро Товкач пырса кӗрсен, вӑл вӗсене хӑйӗн ывӑлӗсене кӑтартрӗ: «Вот, курӑр мӗнле маттурскерсем! часах ак эпӗ вӗсене Сеча яратӑп» тесе хучӗ. Анчах тӑшман питех те йӑнӑшрӗ…» Тен, ҫапла та пулӗ. Унӑн кашни минут хушшинчех канмалла пулчӗ. — Франсе нет бун, бонжур, мусье, — тет шупкарах хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ салтак, халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй пӗлнӗ пек француз сӑмахӗсене пурне те пӗр самантра персе ярать те француза хырӑмӗнчен лӑпкаса кулать. Аким ҫинчен пӗлетӗн, ӗлӗкхисенчен губкомра пӗр Туфта ҫеҫ хӑй вырӑнӗнче ларать. — Хамӑра та пӗчӗк чух тӗрӗксемпе хӑратнӑ… епле хӑрамӑн-ха, ҫӗр минне анса кайччӑрах ҫав тӗрӗксем, тупӑка выртсан та куҫӑм хупӑнас ҫук. Ун пек кӳленчӗке урӑх ҫӗрте ниҫта та кураймӑр! Ҫапла, ҫамрӑк хурӑн ҫинчен калаҫкаласа кӗтсе илчӗҫ те вӗсем хӑйсен оборонӑри пӗрремӗш ирне. Ҫав шӑплӑхра сасартӑк ун патӗнчен иртсе каякан ҫынсен сассисем илтӗнчӗҫ. Ирхине, чей ӗҫсе ларнӑ чухне, ашшӗ ҫапла каласа пачӗ: — Юри вут тӗртнӗ. Алӑка уҫма кӑна ӗлкӗретӗр, сирӗн куҫӑрсем умне чи йывӑр аманнисем курӑнса каяҫҫӗ. Хӗрӗхӗн е аллӑн пулӗ вӗсем. Хӑшӗсем койкӑсем ҫинче, анчах нумайӑшӗ урайӗнче выртаҫҫӗ. Шӑршӑ кӗрет. Хӑшӗнне аллине, хӑшӗнне урине татнӑ. Ку сире сасартӑках тӗлӗнтерсе ярать. Хӑйӗн акӑш-макӑш пысӑк аллисене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пуҫне усса, Гриша турӑшсем умӗнче ним шарламасӑр, тӑтӑшах ассӑн сывласа тӑчӗ, унтан чӗркуҫҫийӗ ҫине йывӑррӑн ларчӗ те кӗлтӑва пуҫларӗ. Ганко пӳрнипе тӗллесе маччи ҫинелле кӑтартрӗ, унта вӑл йӑлтах пурпа ҫыра-ҫыра тухнӑ. Пит лайӑх ҫапрӑн… ырлатӑп… ҫӑлтӑн мана. Арҫын чурасемпе сутӑ тӑвакан купцасем, яланхи пекех, хӗрарӑмсене илмеҫҫӗ. Вӑл ҫынсене тата тепӗр хут пуҫ тайрӗ те килне кӗрсе кайрӗ; Сизов, пуҫне пӗшкӗртсе, унпа пӗрле кӗчӗ. — Эс-и ку, учитель? — ыйтрӗ Петр амӑшӗ, куҫҫульне шӑпӑртаттарса. Хӗрарӑмсем патне чупма пӑрахтӑр тесе, ҫамрӑк ҫынна эпӗ сифилис больницине мар, хамӑн чуна илсе кӗнӗ пулӑттӑм, унта вӑл ман чуна таткалакан явӑлсене курнӑ пулӗччӗ! Ӑна гусар патне пынӑ лекӗрех пӑхнӑ. Ман ыйхӑ нумая пымарӗ. Кӳренӳ туйӑмӗ унӑн иртсе кайнӑччӗ, анчах ӑна пач та ҫӑмӑл марччӗ. «Пилигрим» экипажӗ укҫа перекечӗшӗн тулли пулманнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа капитан пулӑшакансӑрах ӗҫленӗ. Эпӗ йӗрӗнсе-туса тӑракан ҫын мар, анчах та вӗсем ҫав аш татӑкӗсене юн чашки ҫине пуҫа-пуҫа кӑларнине, чӑмласа ҫӑтса янине пӑхса ларасах килмерӗ манӑн… Кӗле пӗтнӗ хыҫҫӑн эпӗ, вӑтанӑва ҫӗнтерсе, хамӑн чӗрере мӗн пуррине пӗтӗмпех каласан, вӑл аллине ман пуҫ ҫине хучӗ те хӑйӗн янӑравлӑ сассипе хуллен ҫапла каларӗ: «Сана, ывӑлӑм, ҫӳлти атте пиллетӗр, сана вӑл шанса тӑтӑр, йӑваш та кунӗ кӑмӑлна упратпӑр. Мӗнле-ха апла? Эпир пурте вӑл ӑслӑ ҫын иккенне, пирӗнтен ӑслӑрах иккенне пӗлеттӗмӗр. Вӑл пӗччен уҫӑлса ҫӳреме тухма чарӑнчӗ, ҫынсен ушкӑнне шыра пуҫларӗ; чей гостинӑйра ӗҫме пуҫларӗ, Василий Ивановичпа пахча тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ, унпа пӗр чӗнмесӗр чӗлӗм турта пуҫларӗ, пӗрре отец Алексей ҫинчен те ыйтса пӗлчӗ, Василий Иванович малтан ҫак улшӑнушӑн хӗпӗртерӗ, анчах унӑн савӑнӑҫӗ нумая тӑсӑлмарӗ. Ытти ачасем пурне те критиксенчен ҫырса илеҫҫӗ, ун пек ӗҫе кӑмӑллать вӑл. Кунсӑр пуҫне тата эпӗ вӗсене Уайт-Ривер шыв варринче пирӗн цилиндр ҫурӑлса кайни, вара эпир ӑна епле юсани ҫинчен ӑнлантарса патӑм. — Тата персе вӗлерӗҫ сана, Андреич, — терӗ вӑл. Куҫсем малалла, карета патнелле, хӑйӗн илемӗпе пурне те тӗлӗнтерсе янӑ хӗр тӑракан ҫӗре шӑваҫҫӗ. Епле хытӑ ыраттарӗ хӑйӗн пур ывӑлӗсене те фронтсенче ҫухатса пӗтернӗ, халӗ ӑна, юлашки ывӑлне, киле кӗтекен амӑшӗн чӗрине! — Ӑҫта типӗнме пулать-ши кунта? Арҫын ачасем валли те, хӗрачасем валли те шкулсем пур; чаплӑ ҫынсемпе пуяннисен шкулӗсем те пур, ремесленниксемпе чухӑн хула ҫыннисен ачисем валли те пур. Антихриста ӑна тӳнтерле ҫавӑрса хуран! Матроссем шлюпкӑсене ҫирӗпрех тыттарчӗҫ, сӑмса ҫинчи тупӑна фальшпорт хӳттине тӑратрӗҫ, штагсене турттарчӗҫ, люксене пурне те мӗнле кирлӗ ҫапла туса хучӗҫ. Чӗри ҫемҫелме пуҫларӗ те, вӑл вӑтанса кайрӗ, куҫҫулӗ те тухрӗ ун. Тепӗр чухне, пӗлетӗр-и, хирӗҫ пулакансене ак ҫапла, — хушса хучӗ вӑл, аллине сулса, — пит аван! Пурте пухӑннӑ кунта. Хӑма ҫуракан заводпа сахӑр заводӗнче ӗҫлемелле. Тата темскер каласшӑн пулнӑ вӑл, анчах каламасӑрах тухса кайнӑ. — «Камо гряду от лица твоего и от гнева твоего камо бегу?» — ҫак хурлӑхлӑ та хӑрушӑ сӑмахсене Никита тӑрӑшсах юрларӗ, ҫав вӑхӑтра хӑй ваттисем каланӑ хурлӑхлӑ сӑмаха: «Юратмасӑр пурӑнни — хурлӑх, юратсан — икӗ хут хурлӑхлӑрах», тенине аса илчӗ. Такам пӗри ӑна чарасшӑн пулса мӑкӑртатрӗ, Смион хаджи хӑйне шӑппӑн итлекенсенех ҫилле хывса макрашса илчӗ. Хамӑн сӑмахсене куҫарса паракан ҫын урлӑ эпӗ императора вӑл ман пирки ҫав тери ыр кӑмӑллӑ пулнишӗн чӗререн тав турӑм. Вӑл ҫарҫӑ йӗркипе кӗлисене шаклаттарса илчӗ те тутӑ ҫыннӑн пӗлтерӗшлӗ йывӑр уттипе сотски, ял старости тата Ярмола ҫӗлӗкӗсене хывсах чыслӑн кӗтсе тӑракан экипажӗ патнелле таплаттарчӗ. — Улпут пулӑҫи. Эсир ан хӑрӑр, эпӗ тухтӑр. Хӗвел юман хыҫӗнче кӑна-ха, вӑл пур урине те ҫӗклейми пулнӑ. Кивӗ саманара интеллигенци хӑйӗн членӗсене дворянсемпе буржуази хушшинчен, кӑштах хресченсем хушшинчен тата питех те сахал рабочисем хушшинчен илсе тӑнӑ. Сан ҫамрӑклӑхна кӑна хӗрхенетӗп, — тесе хучӗ вӑл пӑшӑрханса. Килте ларма пултараймастӑп эпӗ. Ҫав самантра вара эпӗ ун вырӑнӗнче пулма килӗшмен пулӑттӑм. — Хамӑн мӗн те пулин тӑвасах пулать ахалӗн пӑчланатӑп… — тесе шухӑшлаттӑм. Фурьеччен ҫапла шутланӑ: тӗрлӗ планетӑсем хушшинче температура малалла кайнӑҫемӗн сивӗнсе пырать, тенӗ. Халӗ ӗнтӗ паллӑ; сывлӑш пространствин температури нульрен аяларах цифрсем ҫинче — хӗрӗхпе аллӑ градус хушшинче улшӑнса тӑрать. Эх, мучиҫӗм! Хӑмсемшӗн хӑйсем тӑшман. Хваттерте ҫын пурӑнни туйӑнмасть — пур ҫӗрте те тусан. Калитка ҫинче «Детс…» тесе ҫырнӑ хӑма татӑкӗ тӑрса юлнӑ. — Ку ӗнтӗ сан теорипе, — терӗ пичче. Давыдов куҫӗсене хаяррӑн ҫиҫтерсе илчӗ: — Тупӑннӑ тата!.. Эпӗ хам та паҫӑр вӗсен пуҫӗсене ҫапса ҫурма пултараттӑм та, кайран вӗҫне тухаймасран хӑрарӑм. Анчах ним чухлӗ те именмен Устин хӑй те чӑнласах кулчӗ, — ҫакӑнтан Давыдов та тӗлӗнчӗ. Кӗнекесемсӗр тӑратса хӑварнӑскер, эпӗ лӳппер, кахал пулса карӑм, мана ӗлӗк эпӗ пӗлмен, чирлӗ чухнехи пек, манӑҫлӑх ҫӗнтерсе илме пуҫларӗ. Юрӑра вара пуҫ касакансене, хӑйсене хӗсӗрлекенсене айваннӑн хӑратни янӑрать: «Эсир мана океан хӗрне хӑвалатӑр, анчах, эп вилсен, ман ҫинче сӑнчӑр пулмасть, ун чух эп килӗп те сире тӗп тӑвӑп». Калаҫнӑ май вӑл хӑрах аллипе хулпуҫҫинчен тытса, тепӗр аллипе ӑна каялла тӗртсе, тарӑхса ыйтрӗ: — Мӗнле ара капла? Каҫа музыка каласа ирттерчӗҫ. Хӑйӗн сферинче шалта кускалать, вылять-йӑлтӑртатать. Типӗ тытмасть, мӗншӗн тесен ҫак турӑран пӑрӑннӑ ҫын Хӗлип типпи пуҫланас умӗн така туянчӗ, ӑна тепӗр куннех хӑй патӗнче саккунсӑр пурӑнакан хӗре Гапкӑна пустарчӗ, кайран хӑех чӗпкуҫ валли тата ҫуртасем тума шӑнҫу кирлӗ, тесе калаҫса ҫӳрерӗ. Ӑнсӑртран каялла ҫаврӑнса пахнӑ та Щукарь, хыпӑнсах ӳкнӗ: ун хыҫӗнчен хӑй туяннӑ мӑн хырӑмлӑ та мӑнтӑркка кӗсре мар, хырӑмӗ пӗрӗнсех ларнӑ, тирӗ вӗче шӑммисем хушшинех путса кӗнӗ ырханкка янавар лапсӑртатса пырать. — Мӗн кирлӗ сире? Саланӑр, тетӗп!.. Ак, вӑл килет, ҫаврӑнса ҫӳрет те ҫавӑнтах каялла; аркатакан курӑка тупать, ӑна илсе килет те ҫатана ҫӗмӗрсе тӑкать. — Ну юрӗ, — тетӗп эпӗ, — катмакпа кӗреҫе пирӗншӗн юрӑхлӑ мар пулсан, мӗскер кирлӗ-ши вара? Эпӗ вара ҫапла каларӑм: «Вӗсем пире мӗншӗн тытайманни пирки пуҫа ватар мар, тытманни паха», — терӗм. «Прошенипе…» тесе ҫеҫ калама пултарчӗ Иван Никифорович. Поляк тӗшӗрӗлсе анчӗ. — Ма вара тытмалла мар? — килӗшрӗ Кирюха. Шӑматкун пулнӑччӗ вӑл. Павка ҫӗрле, каннӑ вӑхӑтра, пусма тӑрӑх кухньӑна анать. Пусма патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ тӗле ҫитсен, вӑл нимӗн шухӑшсӑрах вутӑ купи ҫине тӑрса, ялан картла выляма пуҫтарӑнакан чӑлана пӑхрӗ. Халӗ вӑл урамри халӑх хушшинче шпиона пӗр йӑнӑшмасӑр тенӗ пекех уйӑрса илме пултарӗччӗ. — Ӑнланма тӑрӑшсамӑр, тархасшӑн, вӗсен лару-тӑруне. Пурӑнаҫҫӗ иккен икӗ чухӑн, ним хӳтлӗхсӗр хӗрарӑм… — Вӗсенчен пӗри вара садри чӑн-чӑн чечек ҫеҫкиех! — йӗплесе, хушса хучӗ уретник. — Кирлӗ мар! — тесе кӑшкӑрасшӑн пулнӑ Фома. — Мӗн чухлӗ парас сана? — ыйтрӗ Алексей. Вӑл мулкачла хӑраса, инкек пуласса туйса пурӑнакан старик пулнӑ, ку вара маншӑн уҫҫӑнах паллӑ пулчӗ. — Акӑ, килте ӗнтӗ эпир, — терӗ Николай Петрович, карттусне хывса ҫӳҫӗсене силлекелесе. Пӗчӗкҫеҫ тӑвӑр уҫланкӑра пушӑ тикӗт пичкисем йӑваланса выртаҫҫӗ, тӑпӑлтарса кӑларнӑ йывӑҫ кӑкӗсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӑл юхан-шыв енчен тата тӳрех ӑна хирӗҫле тӑрсан ҫеҫ курӑннӑ. — Мӗн эсӗ пит ӑнланмалла мар ҫыратӑн? — терӗ вӑл юлашкинчен. — Пирӗн ҫутӑ куҫсем кунта нимӗнне те ӑнланаймаҫҫӗ. Авалхи сӗм вӑрманти пек тӗксӗм башньӑпа юнашар, Версальти пек, чаплӑ замок ларнине курсан, чӑнах та тӗлӗнмелле ӗнтӗ. Учителе кӑшт кӑна эрех памаллаччӗ, — терӗ Остен, кӳтнӗ пӳрнисене сӑтӑркалама хӑтланакан учитель енне пӑхса. — Пит имлӗ пулнӑ пулӗччӗ ӑна. Вӑл кӑвак та ҫӳхе почта хутне уҫрӗ — унтан сӑн ӳкерчӗкӗ шуса тухрӗ. Вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи чи инҫетри кӗтессенче пулса курнӑ, ҫутҫанталӑкӑн ним кӗтмен ҫӗртен пулакан япалисене тӗл пулса, вӗсемпе кӗрешсе куркаланӑ. Тепӗр кун ирпе пӗчӗк Отаки вигвама кӗнӗ те кӑшкӑрнӑ: — Синопа, часрах тӑр! — Вӗсене нимӗн те кӑмӑла каймасть! Ҫакӑ мана питӗ кулӑшла пек туйӑнчӗ, «пурте такамран пытаннӑ пекех». Ҫавӑнпа вӑкӑрсене тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫулпа вӑрлӑх турттарма хӑвалама тивнӗ, ҫавна пула вилнӗ те вӗсем, факт! Эпӗ, маншӑн пит те ыррӑн мар пӗтме пултаракан калаҫӑва пӑрса яма кирлине туйса, Пугачев еннелле ҫаврӑнтӑм та, савӑклӑ сасӑпа:— Ах! мана лашапа тӑлӑп панӑшӑн сана тавтума та маннӑ эпӗ. Печорин пуҫне алли ҫине тӗрентерчӗ те нимӗн шарламасӑр ӑна итлесе ларчӗ; анчах эпӗ унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем ҫинче пӗр тумлам куҫҫулӗ те курмарӑм; йӗрейместчӗ-ши вӑл чӑннипе те е хӑйне хӑй хытӑ тытма пултаратчӗ-ши, — пӗлместӗп: эпӗ хам вара ҫавӑнтан ытла хӗрхенмеллине урах нимӗн те курман. Тулта ҫеҫ, ҫул таврашӗнчи тӗмсенче, цикадӑсем типпӗн те хӗрӳллӗн кӑшкӑрнӑ, унтан тата, талт-талт тапса, хӑлхара юн шавланӑ. Ҫӗрле станцине пӗр эшелон нимӗҫ салтакӗсем ҫитрӗҫ, анчах паровоз ҫинчи машинистпа унӑн помощникӗ тата кочегар станцине ҫитсенех паровоз ҫинчен анса тарнӑ. — Кама качча кайнине малтанах курмалла пулнӑ. Хӗрарӑмӗсем тата… Ӗлӗк чух ҫухӑратчӗҫ кӑна, хӑлхуна мӑкла хуть! А халь, те ухмах курӑкӗ ҫисе тултарнӑ: колхозран ҫатӑрласа тытнӑ та, ниепле вӗҫертме ҫук! — Вилнӗ ҫынӗ сирӗншӗн ни ывӑл, ни тӑван пулман, ахалӗн эсир урӑхла калаҫнӑ пулӑттӑрччӗ. Унӑн пӗтӗм имшер кӗлеткийӗ мана:— Тархасшӑн, ан тивӗр мана! — тенӗ пек туйӑнать. Ман пата ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн пыр. Вӑл тӑвӑр та хӗсӗк вырӑнта ларать, унӑн ҫийӗнче Независимость форчӗн паллӑ стенисем пӗлӗтелле кармашса тӑраҫҫӗ. Вӑл кӗҫ-вӗҫ куҫҫулӗ тапса тухасса сиснӗ, унӑн пырне темӗскер чӗпӗтнӗ, пит-куҫӗ урмӑшса чӗтренӗ. Ун сӑмахӗсене илтнӗ пулсассӑн Паганель Рио-Колорадӑпа Аргентина провинцисен хушшинче питӗ сахал шывсем юхса выртни ҫинчен каламасӑр хӑвармастчӗ. Алексей ӑна Гвоздевӑн вӑрҫӑ пуҫлансанах мӗнле инкек пулни ҫинчен каласа панӑ чух хӗр тутисене ҫырткаласа, хӑйне аран лӑплантарса пычӗ. Конвойнӑй хӗрелсе, кӑвакарса кайса, кӑкӑрӗ умӗнчи автоматне карт туртрӗ. — Ну, Тимошка… — Мӗн калаҫасси пултӑр, Бойчо пичче, — хаваслансах килӗшрӗ хӗрача. Том ӑна чуптуса илнӗ, ҫавӑн чухне ӑна хӑйне такам пыртан пӑвса лартнӑ пекех пулнӑ. Епле эпӗ санран уйӑрӑлса, сана пӑрахса хӑварам? Кесйинчен пирус кӑларчӗ, пирусне хыпса васкамасӑр чӗртсе ячӗ, унтан, хӑйӗн пичӗ умӗнче ирӗлекен кӑвак тӗтӗм ҫине пӑхса, салху йытӑ пек шӑлне йӗрсе кулса илчӗ. Тухтӑрпа вӑл каҫхине кӑна курса калаҫнӑччӗ-ҫке, унӑн пит-куҫӗнче те, сӑмахсенче те нимӗнле улшӑну та асӑрхамарӗ. Анчах иккӗлениччен малтан эсир бастионсене кайса пӑхӑр, Севастополе хӳтӗлекенсене эсир хӑйсен вырӑнӗнче, шӑпах хӳтӗленӗ ҫӗрте курӑр, е унта кайса ҫӳриччен, тӳрех, ав ҫав, хӑвӑрпа урам урлӑ ҫурта, халиччен Севастопольри Собрани пулнӑ ҫурта кӗрсе пӑхӑр, ун крыльци умӗнче ав, халӗ те, носилкӑсемпе салтаксем тӑраҫҫӗ, — унта кӗрсен вара эсир Севастополе хӳтӗлекенсене курма пултаратӑр, унта вара сирӗн куҫӑрсем умне ҫав тери хӑрушӑ та салхуллӑ, чаплӑ та йӑпанчӑклӑ, анчах калама ҫук тӗлӗнмелле, чуна ырӑлатакан сӑнлӑхсем тухса тӑраҫҫӗ. Пукан илӗр. — Мӗншӗн апла?.. Эпӗ паянхи пурнӑҫпа кӑна пурӑнаттӑм, хама улталаса, иртнине манма тӑрӑшаттӑм, пуласси ҫинчен шухӑшламастӑм… Вӑл унпа ним ҫинчен те калаҫас мар, ӑна хирӗҫтерес мар, мӗн хушнине пурне те тӑвас, унран чипер уйрӑлса хӑтӑлсан, ыранах Николай Чудотворец ячӗпе молебен тутарас тесе шутларӗ. — Вула! — тет. Кӑшт чӗнмесӗр тӑрсан, Эдуард Гленарван ҫӗнӗрен калаҫма тытӑнчӗ: — Савнӑ тусӑмсем, кусем мана ҫав териех тӗрӗс пек туйӑнаҫҫӗ. — Вӑл пулмасӑр, кам пултӑр тата. Салли аппа ҫапла каласа тухса кайрӗ, эпӗ хӑна пӳлӗмне кӗтӗм. Тупрӑн, каларӑн: «кризис» — йӑпанчӗ вара. Ҫакӑ пурте пӗр ҫирӗм секунда хушшинче тенӗ пек пулса иртнӗ. Эпир аттепе хӑнасене йышӑнакан пӳлӗме антӑмӑр. Унта пӗр студент, пирӗн ушкӑн членӗсенчен пӗри ларатчӗ. Шап-шурӑ шурса кайнӑскӗр, вӑл пӗтӗмпех чӗтресе, мана Джиованнин иккӗмӗш ҫырӑвӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ҫав ҫырура вӑл пӗр надзирательтен Артур ҫылӑх каҫарттарнӑ чухне унтан организаци ҫинчен ултавлӑн ыйтса пӗлнӗ Карди ятлӑ священник ҫинчен каласа пачӗ. — Мӗн те пулин урӑххи ҫинчен калаҫар. Ӑста лоцман тытса пынипе «Клеймор», тӗтре витӗр пачах курӑнмасӑр пыраканскер, Джерсей утравӗн ҫурҫӗр енчи вӑрӑм вӗҫӗ тавра ҫаврӑнса иртрӗ, шывран тухса тӑракан хӑрушӑ чулсем ҫине пырса тӑрӑнасран хӑраса, ҫыран ҫумӗпех ишсе пычӗ. — Куратӑп. Ҫулпуҫ тыткӑна лекнӗ ҫын ҫине сиввӗн пӑхрӗ. Ҫӑварне чалӑштарса вӑл хаяррӑн кулса илчӗ. Шкуна хуҫин тарҫине тата землякне — Том Редрэта вӑрӑ-хурахсем вӗлерчӗҫ. Эпӗ, ҫырана тухса, тӗл пулакан ҫынсене кӑшт та пулин пулӑшма ыйтрӑм, вӗсем: «Ҫакӑн пек тӗттӗмре-и?» — терӗҫ. Мӗн питех? Мӑшӑрлӑх ӗҫки-ҫики вӗҫленсен, ҫамрӑк кӗрӳ ҫӗнӗ ҫынна ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кайнӑ, унпа выртасшӑн пулнӑ, пике тархаслама тытӑннӑ вара куна: «Ӗлӗкрех савни шутланнӑскер пурнакан хулана кайса килме ирӗк парсамччӗ мана. Куҫ харшисем ыратнине сиссе, вӑл ҫамкине ывӑҫ тупанӗпе хыттӑн шӑлса илчӗ, унтан ҫаврӑнчӗ те — айӑпланакансен тӑванӗсем решетке патнелле пынине, вӑл калаҫу кӗрлевӗпе тулнине асӑрхарӗ. Майданов пире повесть каласа пачӗ: ун тӗлӗкӗнче ҫӑвасем те, лира калакан пирӗштисем те, калаҫакан чечексем те… таҫтан инҫетрен илтӗнекен сасӑсем те пур… Кӑшт ҫеҫ манӑн аттене тупӑка кӗртсе вырттармарӗ, чӑнах та, кӗртсе вырттаратчӗ пуль те, анчах ӳсӗрпе кӑвакарчӑнсем патӗнчен ӳксе, тавтапуҫ, хӑй вилсе кайрӗ… Пичче куҫлӑхне ҫӳлерех ҫӗклесе, вӑйлӑ пысӑклатакан лупа илчӗ те, кӗнекен чи малтанхи страницисене тӗплӗн пӑхса тухрӗ. Тӑшман пулса пурӑннӑ йӑхсем вӗсен ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗрсе, тӗрлӗ чӗрчунсене вӗлернӗ, Хура Ура йӑхӗнчи индеецсен вара яланах вӗсемпе вӑрҫса хӑйсен ҫӗрӗнчен хӑваласа яма тивнӗ. — Сана ямасассӑн вара? Эй, ман ачам, ачам! Тепӗр тесен, ҫын пурӑнакан вырӑна ҫитме темиҫе кун ҫеҫ кирлӗ пулсан, ҫынсене питех йывӑр йӑттармалла мар. Тӑван ҫӗршывӗ пӗр сӑмахсӑрах автор ҫырса кӑтартнӑ ҫӗршывсен хуҫи пулса тӑни. Лӑпкӑрах пулмаллаччӗ-мӗн. Артамонов садра уҫӑлса ҫӳрекелерӗ, унтан хапхаран урамалла тухрӗ. — Пӗр-пӗр уйрӑм ларакан лайӑх ҫурта йышӑнса илетӗн ҫеҫ — тепӗр сехетрен ҫав ҫуртра вӗсем чаваланма та пуҫлаҫҫӗ: герр майор, хамӑрӑн япаласене илсе кайма ирӗк парӑр, теҫҫӗ. Аран-аран вуласа ӑнланчӗ: «Сирӗн пата ҫар карапӗ — ҫичӗ ӗҫлевҫӗпе — яратӑп, ачасем шанчӑклӑ. Хӑшпӗр чухне хуть тӗлӗкӗнчен вӑранатчӗ те каюрасемпе ҫараҫерҫисен пурнӑҫӗ ҫинчен мӗнле те пулин кулӑшла истори кала-кала паратчӗ. Ытти япаласене император мана каялла тавӑрса пама хушрӗ. Ӗнтӗ кӑнтӑр та ҫитме пуҫланӑ, вӑл аранах тӑна кӗнӗ, ӑна та пулин хӑй ирӗкӗпе мар, хӑйне питӗнчен пӗр витре сивӗ шывпа чашлаттарнӑран ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫакӑ вара ӑна, хӗрлӗ ӳтлӗ тискер ҫынсене курни пекех, урӑлтарса янӑ. Кайрӑмӑр. Анчах ку пулас ҫук пулмалла. Брюки ҫеҫ тӑхӑннӑ, кӗпесӗр мӑнтӑр улпут: — Кимӗ парӑр, шуйттансем! — тесе кӑшкӑрса хӑйне кӑкӑрӗнчен чышкӑпа ҫапатчӗ. — Пилӗк ялав ҫӗклетпӗр! Ун умӗнче халӑхӑн тем пысӑкӑш хура сӑнӗ сулкаланса тӑрса ӑна куҫран пӑхрӗ. Эпӗ сана ҫӗлене киле ҫеҫ илсе килтересшӗн. Анчах сахал паруссемлӗ тата тӗрексӗр судно ҫинче кун пек маневрсем тума май килӗ-ши? Шанма йывӑр, анчах ним тума та ҫук. Ҫапла вӑл темиҫе тӗмескене ҫаратрӗ, унттисенче лӑчлатакан ҫурхи шыв пӑр пек сиввине те, урисем ҫунса ыратнине те, ывӑннине те сисмерӗ, — ҫӑварти пылаклӑ йӳҫекпе хырӑмӗ йывӑрланса пынине ҫеҫ туйрӗ. Унӑн ӑшчикӗ йӗкленсе килчӗ. — Кам каларӗ ӑна, — полка ҫӗмӗрсе тӑкнӑ тесе? — терӗ вӑл, ҫиллине шӑнараймасӑр, хыттӑн, унтан вара, хӑвӑрт сывласа илсе, тепӗр хут ыйтрӗ: — Кам каларӗ ҫавна? Эпӗ килӗшме сӑмах патӑм. Марыся ним шарламасӑр пӗр аяккинелле пӑрӑнса тӑчӗ те шыв хӗрринчи свай ҫине ларчӗ, хӑйне вӗрилентере пуҫланине туйса илчӗ. Пӗр лутрарах нимӗҫ салтакӗ тӗттӗмрен малалла тухса Озеров умне пырса тӑчӗ: — Эпӗ каялла каясшӑн мар. Каҫарӑр мана ҫавӑн пек пустуй япаласем ҫинчен ыйтнӑшӑн. Вӗсенчен пӗри, ҫӳллӗ те хытканскер, пилӗкне кӗмӗл тыттарнӑ пиҫиххипе туртса ҫыхнӑскер, Долиннике пырса ҫыпӑҫрӗ. — Эсӗ мана нимӗн те ан чӗн. Даша инке вуласа панӑ капитанӑн юлашки ҫырӑвӗнче те пурччӗ ҫакӑ ик сӑмах. Эпӗ питӗ савӑнтӑм, мӗншӗн тесен манӑн яланах Том Сойерпа пӗрле пулас килет. — Кам пӗлет ӑна… Тепри вара тупсӑмлӑ ҫыру: «Григорьев пултаруллӑ ҫын, ҫапах та Диккенса вуламан». — Эп кайса табак илсе килем-ха, — терӗ вӑл, тарма шухӑшласа, анчах Белецкий ӑна аллинчен ярса тытрӗ. Пӗлетӗн-и, мӗн евӗрлӗ сан ҫӳҫӳ? — Вӑл чӑнласах ҫав хӑрушӑ тискер кайӑк йӗрӗпе кайнӑ-ши? Иван Иваныч та тайӑлса кайнипе каллех персе аннӑ. Амӑшӗ вӑл йывӑррӑн утса кайнине кӑкринче вӑраннӑ иккӗленчӗк туйӑмпа пӗр минут пек алӑк патӗнче итлесе тӑчӗ. Эпӗ тинӗс ҫине каятӑп, эпӗ паллӑ мар утрав патне унта ҫӗр айне пытарса хунӑ мула шырама ишсе ҫитетӗп! Хамӑр пысӑк трактир патне утса ҫитнӗ тӗле эпӗ ҫавнашкал тутлӑ шухӑшсен ӑшне путнӑ. Кинӗ хирӗҫ чӗнмерӗ. Фома, итлесе ларнӑ май, Уц ҫӗрӗнчи этеме хӑй пуҫӗнче тӗшмӗртсе сӗмленнӗ. Канса пыратӑп ҫапла, чӗлӗм туртатӑп, тӳпенелле пӑхатӑп — унта пӗр пӗлӗт татки те ҫук. Эсӗ тата, ут халӗ, ут! Каласса вӑл, чӑнах та, питӗ усал япаласем калать, анчах каланӑ чухне хӑй макӑрмасть пулсан, вӑл калани никама та ыраттармасть. ___________ Тепӗр кунхине Петроградскине таврӑнса 79-мӗш номерлӗ ҫуртра пурӑнакансем патне кӗрсе тухни ҫинчен, художествосен Академине кӗрсе Петя ӑҫта иккенне ыйтса пӗлни ҫинчен каламӑп та эпӗ. Петя аманнӑ хыҫҫӑн Васильевскри госпитальте выртнине ҫеҫ пӗлтӗм эпӗ. — Мӗнле ыйтупа? — тесе ыйтрӗ секретарь, ҫырса тухнӑ хут вӗҫне пӑнчӑ лартса. — Хамӑрӑннисем патне пӑхӑнма каясси питех те савӑнӑҫлӑ мар… Кам пӗлтӗр ӑна? — Юрать, калаҫмӑпӑр эппин. Урӑх нимӗнле май та ҫук. Кун ҫинчен эпӗ пайтах кӗнеке вуланӑ, урӑхла тунӑ тенине илтме тӳр килмен. Эсӗ индеецсене ҫӗр мильӑра тӗл пулма пултарнӑ пекех, кил хапхинчен ҫӗр утӑмра та тӗл пулма пултаратӑн. — Ӑна илтрӗмӗр-ха ӗнтӗ, тӗрӗксем ҫав жандармсене пӑлхарсем вӗлернӗ тесе шутламаҫҫӗ-ши, ҫавна ыйтса пӗлесшӗн эпӗ. Мунчо та ҫавӑнтах. Вӑл, пуҫне енчен енне ҫавӑркаласа, ҫӳлелле, галерей еннелле шикленсе пӑхать. Ҫав галерей ӑна мӗншӗн хӑратнине пӗртен пӗр хӑй кӑна пӗлет. — Шӑпах! — тенӗ сунарҫӑ. Йӑла тӑрӑх, ҫавӑн пек чаплӑ праҫник кунӗсенче кардинал кӑнтӑрлахи кӗлӗре пӑхса ҫеҫ тӑмалла пулнӑ. — Тинех ҫав ирсӗр йытта тавӑрма май килчӗ! — ҫиллине шӑнараймасӑр калаҫрӗ Негоро. Гаррис хамӑра сутнине, халь яланах сыхӑ пулмалла иккенне ҫеҫ калӑпӑр юлташсене. Тома ҫак вӑхӑтра пӗр ытармалла мар ҫӗнӗ япала илӗртсе ячӗ: хӑй паллакан пӗр негртан вӑл шӑхӑрма вӗренчӗ. Том тахҫанах ӗнтӗ ҫав ӗҫе ирӗкре лайӑхрах вӗренесшӗнччӗ. Шутсӑрах тарӑхмалла мар-и-ха, э? Эпӗ — Наташа ятлӑ… Монтанелли каллех ӗҫлеме тытӑнчӗ. Анчах эпӗ асӑрхарӑм: чурасемпе сут тӑвакан пӗр ҫын юлашки вӑхӑтра ялан пирӗн ҫурт тавра ҫӳрет, эпӗ канӑҫа ҫухатрӑм. Мана пӗр-пӗрне тана хурса калаҫакан ҫын ушкӑнӗ кирлӗччӗ, тата манӑн хама шапана е йытӑ ҫурисене вӗлернӗ пек таптаса вӗлересрен хӑрамасӑр урамсемпе уйсем тӑрӑх уткаласа ҫӳрес килетчӗ. Кӗрӗвӗпе, хӗрӗпе пӗрле Нью-Йорка кайнӑ Леноре фрау унтах вилнӗ, ҫапах вӑл хӑй ачисен телейне курса хавасланма ӗлкӗрнӗ, Джемма ачисене пӑхса савӑннӑ. Анчах унра Гоголь геройӗнни пек нимӗнле романтизм йӗрӗ те палӑрмасть. Телее, малашнехи ӗмӗтсем пур-ха ман… Вара вӑл ун пек тума пултарать-и? Манӑн пурнӑҫ йӗркинчи виҫҫӗмӗш пунктра — «шутланӑ — тунӑ» сӑмахсем тӑраҫҫӗ. Эпӗ «Самолет тӑвас ӗҫӗн теорине» вуласа тухрӑм. Редактор пӗр ҫирӗм утӑм чупса кайрӗ пуль, тӗрӗк патнех ҫитсе тӑрсан кӑшкӑрса та ячӗ: — Эй эс, тӗрӗк шуйттан пуҫӗ, ӑҫта каятӑн? Мӗнле май? — Ну, апла пулсан хунар ҫине ҫакнӑ. Пӗлетпӗр пулсан, — эпир вӗсене тытса чаратпӑрах! Ҫакнашкалах унӑн кайри урисем те ман урасенчен ытлашши уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. — Мӗн каласси пур ман? «Мӗн пулса иртрӗ? Эпӗ ӑҫта выртатӑп?» Анчах вӑл аса илме пачах та вӑйӑм хумарӗ. «Турӑҫӑм, мӗн таран ывӑннӑ», — шухӑшларӗ те вӑл киленӳпе — каллех куҫӗсене хупрӗ. — Татаринов капитан экспедицийӗ ҫинчен, — ҫавӑнтах пӳлсе хутӑм эп ӑна. Кунта закуска та пулма кирлӗ… Эпӗ пӗлетӗп, — пуҫне ухса, ӗнентерӳллӗн каланӑ Щуров. Куҫӗсем унӑн тӗксӗмленсе кайнӑ. Андрей ҫумне пырса ларса, вӑл тӳрех кӗскен те уҫҫӑн каласа хучӗ: — Ҫапла вӑт, эсӗ пулемётчик пулатӑн. Эпӗ ӑна темскер, сӑвӑ майлӑскер калатӑп: — Хӗл ҫывхарсарах килет, палӑрсарахЭх, ҫуллахи хӗвелӗм, сыв пулах! Катя кӗтмен ҫӗртен шӑпланчӗ те каллех шухӑша путрӗ. Майӗпен-майӗпенех аслатиллӗ ҫумӑр лӑпланма пуҫларӗ, вара хӑйӗн тӗп задачине пурнӑҫламасӑрах, иртсе кайрӗ. Вӑл хӑйне хӑй пӗлмесӗр ҫакӑн пек хӗрсе кайса калаҫни мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. — Апла мӗншӗн-ха «Дункан» сасартӑк Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем патне килсе ҫакланнӑ? — Асӑр-ха-ка-ла! — салхуллӑн уласа янӑ парӑш ҫинче хурал. Унтан, хӑйӗн сассине пат татса пӑрахса, чукмарӗпе чугун хӑмана ҫапа пуҫланӑ… Терентий Городцов, Воропаев пекех, тӗлӗнтермӗш ҫурт тӑвакансенчен пӗри пулнӑ. Ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхсан, фотоаппаратпа пӗр асӑрхаттармасӑр ҫапса илнӗ сӑнӳкерчӗк ҫинчи пекех, вӑл хӑйӗн сӑнне курчӗ. Унтан, камбуз еннелле ҫаврӑнса, хыттӑн:— Негоро! — тесе чӗнчӗ. Вӗсем иккӗш те ӗлӗкхи пекех: асли курпун сӑмсаллӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗскер, ырӑ ҫын пулмалла; кӗҫӗнни, Виктор, ҫав лаша пичӗ йышши питлӗскер пулса юлнӑ, ӗлӗкхи пекех чӗкеҫ шатриллӗскер. — Майор юлташ… — терӗ сасартӑк Мересьев полк командирне, май килнӗ таран хытӑрах та ҫирӗпреххӗн калама тӑрӑшса. Гусар пулса тӑратӑп та вӑрҫа каятӑп. Проповедниксем валли кашни лупасайӗнчех ҫӳллӗ вырӑн пур. Эпӗ вӑйлӑ вӗт, пӗрре парсассӑн!.. Кӑкӑру сирӗн анлӑн, ирӗклӗн сывлать, куҫӑрсем вара питӗ инҫене пӑхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та мӗнпур йывӑрри — ҫӑмӑллӑн, пурнӑҫа кӗртме ҫук япала — ансатӑн, инҫетри — питӗ ҫывӑххӑн туйӑнать. Тург мар-ши ку?.. Чим! ак хайхисем килеҫҫӗ те. Унтан вара Михаил Васильевич хӑй какай илме командировкӑна тухса каять, таврӑнать ҫеҫ, — хайхи майра ҫук. Эпӗ хӑранипе пӑрахса тарма шутларӑм. Анчах суккӑр ҫын мана хӑй патне туртса илчӗ. Эпӗ чӑнлӑха аса илнӗрен татӑлнӑ савӑк та телейлӗ ӗмӗтсем патне таврӑнма тӑрӑшатӑп; анчах, вӑт тӗлӗнтермӗш, паҫӑрхи ӗмӗтсен йӗрӗ ҫине кӗрсенех вӗсене тӑсма май ҫуккине куратӑп, тата, шалтах тӗлӗнмелле, халь мана ҫав ӗмӗтсем… нимӗн чухлӗ те хӗпӗртеттермеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӑл мана пысӑк николаевски пилӗк пус укҫа пачӗ. — Шӑрӑх, Лодыжкин мучи… тӳсмелле мар. Упӑшки кӑна илтсен урсах кайнӑ. Нимӗҫсем Яшӑна ҫӗклерӗҫ те пӳрте илсе кӗчӗҫ. Эпӗ лётчик! Уншӑн никам та хыпса ҫунаканах пулман, ҫавна вӑл пӗлсех тӑнӑ. Ӑҫта вӑл, ватӑ разбойник? «Уншӑн эпӗ сире ҫитерме хупнӑ хӑмӑр сыснана парӑп. Эпӗ кӗҫ вилсе каймарӑм лешӗ илтрӗ те: «Эй, карчӑк, кам ахлатать санӑн унта?» — тет. Павел еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна кӑшкӑрчӗҫ: — Эй, законник, мӗн тӑвас пулать халь? Корвет ҫинче сывпуллашса юлашки хут пенине илтрӗҫ вӗсем, унти сасӑсем сунарҫӑсем амантнӑ арӑслан хӑй вилес умӗн ҫухӑрнӑ пек янӑрарӗҫ. Эпир санпа татах та тӗл пулӑпӑр-ха, анчах эсӗ ан ман мана, — терӗ. Эсир чӑн та, ун чухне эпир вилнӗ пек ӳсӗр пулнӑ тесе шутлатӑр-и? — Ак, шухӑшласа пӑхӑпӑр: кунтах ҫӗр выртмӑпӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Павела кружок параҫҫӗ. Килте каллех каҫсерен шавлӑ пулма пуҫлать. Ҫамрӑксемпе ирттернӗ сехетсем Павела хаваслантараҫҫӗ. Воропаев пек ҫынсен ӑс-тӑнӗнче уйрӑм ҫынӑн ҫемье пурнӑҫӗ питӗ сахал выран йышӑнса тӑрать, вӑл ҫукпа пӗрех, кирлӗ ҫыраналла тытмасть вӑл хӑйӗн парӑсне. Акӑ, эпӗ сана кунтан илсе тухма хушатӑп! — терӗ хуралҫӑ ҫилӗпе. Траншея ҫинелле килме ҫул уҫсан вара вӑл минӑсенчен хӑранипе пулас, ытла хулленех те мар, ытла хытах та мар пырса, тӳрех Андрейпа унӑн юлташӗсем ҫинелле ҫул тытрӗ. Эпӗ унпа калаҫса пӑхасшӑн. Хо-хо-хо!.. Палатӑна Клавдия Михайловна пырса кӗчӗ те, чирлисене чӳрече ҫинчен хӑваласа антарчӗ. — Лайӑх ҫынна кӳрентертӗн! Анчах король ку майпа теплерен кӑна тата хавасланмасӑр усӑ курать. Ӗнтӗ унӑн ҫакӑн ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех Ольгӑна каласа памалла пулать: йытӑ ҫинчен те, пушӑ дачӑра ҫӗр каҫни ҫинчен те, туркка хӗҫӗ ҫинчен те, юлашкинчен тата пӑшал пени ҫинчен те. Мӗншӗн эпӗ ытла савӑнӑҫлӑ пулса кайрӑм-ха? Фома вӗсенчен кулнӑ, кӳрентермелли чӑрсӑр сӑмахсем каланӑ, анчах нихҫан та вӑл, хӗрӗнкӗ чухне те, урӑ чухне те, хӗрарӑм умӗнчи темӗнле именчӗкрен ниепле те хӑтӑлайман. Инҫетре тӗтреллӗ курӑнакан горизонт тӗлӗнче те ҫавӑн пекех пысӑк чулсем кӗрнеклӗн курӑнса тӑраҫҫӗ. Ура хуҫӑлнӑ пулмалла. — Атя-ха, пӗчӗк улпут, — терӗ вӑл ҫурма сасӑпа, — эп сана упа ҫури кӑтартам. Телейлӗ октябренок Сан вырӑнна килет. Сана куҫҫуль пулӑшас ҫук, ырантан тепӗр кунне туй пулать. Пӑхса ӳстернӗ ача ӑна хӑйне пӑхса ҫитӗнтернӗшӗн, вӗрентсе пӗлӳ панӑшӑн кӑна мар, йывӑр чиртен сыватнӑшӑн тата хӑйӗн сывлӑхӗшӗн те пысӑк тав тумалла пулнӑ. Ан тив, ӑна вӑл хӑй тавҫӑрса илтӗр. Табак тӗтӗмӗпе хуралнӑ шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса, вӑл Яков Лукичӑн чавсине пӗчӗккӗ те типшӗм аллипе хытӑ пӑчӑртарӗ, кӑмӑллӑн йӑл кулса: — Александр Анисимович хӑй патӗнче-и? Каҫхине, пӗтӗм бригада стан Патне пухӑнса ҫитсен, Давыдов ҫапла каларӗ: — Бригада умне ҫакӑн пек ыйту лартатӑп; колхоза тата совет влаҫне улталакан, — виҫӗ вершук ҫурӑ тарӑнӑш сухалас вырӑнне ҫӗре пӑсса хӑварса вершук ҫурӑ тарӑнӑш ҫеҫ сухалакан суя колхозникпе мӗнле пулмалла-ши пирӗн? Мана пӑчӑрпа соус е ӑшаланӑ чӑх ҫунатти памасан, манпа мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши? — Каяс пулать, — терӗ Воропаев типпӗн. Анчах Джима унсӑр юрамасть, — терӗ. Вӗсенчен виҫҫӗмӗш пайӗ тинӗс тӗпне путнӑ; анчах та ыттисем каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ та кӗмӗл укҫа тултарнӑ вуникӗ пӗчӗк пичӗке хурса, Днепр вӑррине ҫитнӗ. Тепӗр пӳлӗмре мана ҫӗре сыснасемпе сухаламалли меле шухӑшласа кӑларнӑ тепӗр прожектер питех те тӗлӗнтерсе ячӗ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак мел ҫӗрӗҫлекен плугпа лаша илсе тата ҫын тара тытса тухакан расходсенчен хӑтарать. Кун каҫа хӗрнӗ ҫӗр ҫур ҫӗр тӗлне ҫеҫ сивӗнчӗ те чӑннипех сивӗтрӗ. Хамӑр тӑшмансемсӗр пуҫне урӑх никама та кирлӗ мар! — Василь! — терӗ вӑл йӗрӗнтерекен мухтанчӑклӑ сасӑпа, — хулӑсем илсе кил-ха. — Хальччен эсӗ хӑҫан та пулин пире курнӑ-и? Эпӗ хам кунта ҫук чухнехи виҫ-тӑват уйӑх пирки ҫеҫ калатӑп. — Павел килте ҫук-и-мӗн? Ман ҫине вӑл хӑраса кайнӑ куҫпа пӑхрӗ. Илсе килсе пар-ха, арӑм, тӑлӑп, ая сарса выртам. Сан патна, кӑмака ҫине хӑпармастӑп, тупата, хӑпармастӑп: урасем ыратаҫҫӗ. Унпа юнашар — Виктор Лещинский ҫӳллӗ те ачаш ҫамрӑк. — Пултараймастӑр-и? Наташа, кӗнеке ҫине ӳпӗннӗскер» час-часах хӑйӗн тӑнлавӗ ҫине шуса анакан ҫӳҫне тӳрлетет. Лайӑх ҫын, анчах сӳтӗлнӗ. Трубкӑна илтӗм те эпӗ:— Хула, — терӗм. Хула ответ пачӗ, эпӗ номере каларӑм. Ривэрӑна ӑнсӑрлатса хӑйӗн каначӗ патне ывтӑнтарса янӑ, судье ӑна арена ҫине тӗксе кӑларнӑ, анчах ӑна каллех канат ҫинелле ывтӑнтарса янӑ. Каҫ та пулса ҫитнӗ ӗнтӗ. Хуса «Русский Курьер» хаҫат ҫырӑнса илетчӗ, каҫсенче ӑна вуланӑ чух вара ятлаҫатчӗ: — Такам шуйттанӗ пӗлет, мӗн тума вӗсем ҫавна пурне те ҫыраҫҫӗ! Лӑпланнӑ ҫынсем пӗлӗт ҫине пӑхнӑ та Хӗвел хӑй вырӑнӗнчех иккенне курнӑ. Вутту кӑшт чӗрӗлсенех — унтан турпас ҫине кӑшт сап та пурте йӗркеллех пулӗ. Вӗсем нумайччен пуҫӗсене пӑркаласа, йӗри-тавра пӑхкаласа ларчӗҫ, ҫӗнӗ вырӑна хӑнӑхрӗҫ; унтан аҫи кӗрен урисене йӗрӗннӗ пекрех те шукӑллӗн ҫӗклекелесе, мӑрье тавра сапнӑ вараланчӑк пурӑ ҫийӗпе утса иртрӗ, тӗршӗнсе, пуҫне каялла ывӑтрӗ те хӑюсӑррӑн кӑлтӑртатса илчӗ. — Сутма кирлӗ мар, — терӗ Петр. Воропаевӑн чавси айӗнчи ырханкка хулпуҫҫи чӗтренсе илчӗ. Ҫук, вӑл мар. — Мӗнле-ха вӑл апла, Лука Петрович? — Ара ӗҫ ҫинчен кала-ха эсӗ! — Ку ӗҫ мар-им-ха тата? Ҫапла вӑл светски пурнӑҫпа пурӑнма тытӑннӑ, служба ӗҫне, хуҫалӑх ӗҫне пуҫӑнса пӑхнӑ. Пӗр вӑхӑтра вӑл пӗтӗмпех музыка енӗпе ӗҫлеме ӗмӗтленнӗ. Ку кӑна мар, вӑл хӑй юрату тенине ӗненмест пулин те, хӗрарӑмсене юратса пӑхасшӑн пулнӑ. Анчах вӑл мана мӗн пачӗ-ха? мӗн патне илсе пычӗ? Тутар хӗрӗ шартах сикрӗ, кӗпине тӑхӑнса ячӗ, вырӑн ҫумӗпе утса иртсе карӗ те сасартӑк пирӗн пӳлӗме ҫитсе кӗчӗ. Ма йӗрен ҫапла? — Ах, ҫапла! Вӑл ӗнтӗ тӑватӑ туппа ватса пӑрахрӗ, борта икӗ тӗлтен шӑтарчӗ. Ҫак улӑпла таран пыра-пыра ҫапнипе карап шатӑртатни те илтӗнме пуҫларӗ. Бутылка ӑшне пульӑсем ярса тем тӗрлӗ силлесен те вӑл ҫакнашкал ухмахла сиккелес ҫук пек туйӑнать. Кайнӑҫемӗн сайраланса пыракан шыв кӳллисем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсен таврашӗнче йӑмрасем ӳсеҫҫӗ. Тепӗр секундран пӗр танкӗ ҫав тери хытӑ сиксе силленсе илчӗ, шалта темскер сиксе ҫурӑлчӗ пулас, сиксе илчӗ те ҫавӑнтах татӑкӑн-татӑкӑн арканса сирпӗнчӗ, пӗлӗтелле вара палт! ҫеҫ тӗтӗм юпаланса хӑпарса кайрӗ. Вӑл ӑна кун пек мар тесе шутланӑччӗ; ҫук, ку вӑл хӗр мар, Андрий ӗлӗк курнӑ хӗр мар: вӑл нихӑш енчен те ӗлӗкхи пек мар; анчах халь вӑл, ӗлӗкхипе танлаштарсан, икӗ хут илемлӗ: ӗлӗк вӑл ӳссе, тулса ҫитмен хӗр пекчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл художник пӗтӗмпех ҫырса пӗтернӗ произведени. Обществӑллӑ ӗҫре Воропаев нумай ҫулсем хушши ҫӳлелле улӑхса пычӗ, паян йышӑнса тӑракан вырӑн ӗнерхинчен аслӑрах пулнине, ыран тата аслӑрах вырӑна куҫассине тата ҫавӑн пек тӑтӑшах ҫӳлелле улӑхса, ӳссе пынинче хӑйӗн телейне тупассине вӑл хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ. Каҫ пуласпа гостиницӑна пысӑк та шавлӑ компани пуҫтарӑннӑ. Мӗн ӗҫлесе пурӑннӑ санӑн Флишерӳсем? Хайхи ман пуҫа тата тепӗр ӑс пырса кӗчӗ. — Кам пур, эппин? Инҫетрен, шыв ҫинчен, пурте кӑмӑла каймалла пек туйӑнать; пурте — вылямалли япала йышши пек, кулӑшла вӗтӗ те ула курӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫӗнтерекенсене, тытса илевҫӗсене хирӗҫ пынине хӑҫан та пулин курнӑ-и эсир? Узур-паттӑрсене хирӗҫ хӑҫан та пулин сас ҫӗкленӗ-и вӑл? Юрать, эпир, суту-илӳҫӗсем, сире алла илӗпӗр», — теҫҫӗ еврейсем. Шыв ҫийӗн тинӗс чарланӗсем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ — пӗрисем чӑлт-шурӑ, теприсен ҫунаттисен хӗрри тӗксӗм йӑрӑмлӑ. Эпӗ ӗнтӗ ӑслӑ мар-и? Тав тумалӑх пур, — пӗр каҫ ҫывӑрнӑшӑн аллӑ тенкӗ. — Мӗнле кӗнекесем вуламалла, кала-ха! — тесе ыйтсан, вӑл мана хирӗҫ хаяррӑн тӗллесех: «Мӗн тума вуламалла?» тесе ответлерӗ. Инҫет палӑрмаллах хуралнӑ, халь ӗнтӗ вӑл кашни минутра тенӗ пекех шурӑ ҫутӑпа куҫ хупаххи евӗрлӗ уҫӑла-уҫӑла илет. — Старик кӗпине тавӑрса хӑйӗн сарлака ҫурӑмне кӑтартрӗ, унта шӑмӑ патӗнче пулька вылякаласа ҫӳрет. Уэлдон миссиспа Джек пӗр ҫуртра пурӑнчӗҫ, Бенедикт пичче — тепринче. Эх, халӑх! Турӑ сана, хӑй ятне вараланӑ сутӑнчӑка мар, ырӑ упӑшка тупма телей патӑр», тенӗ. — Эсӗ йытӑсем ҫине пӑх. Час вӑтӑр ҫул та ҫитет ҫак пурнӑҫшӑн пыракан вӑй-хӑватлӑ кӗрешӳ пӗтни, анчах вӑл саншӑн паян ҫеҫ вилсе выртнине пӗлетӗп эпӗ. Пуҫӗ ун ҫаврака, ҫӳҫне яп-яка каснӑ, пичӗ ҫинчи сухалне хырнӑ, вӑрӑм мӑйӑх вӗҫӗсем аялалла усӑнса тӑраҫҫӗ. Сережа мана ҫиленчӗ: чышкине чӑмӑртарӗ, урипе тапрӗ те хӑйне хытӑ ыраттарнине кӑтартакан хаяр сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Ну, мӗн ку? Ӑна Саня пӳлӗмӗнче, этажерка ҫинче «Патша-Чанпа» «Дон Казакӗ Кавказра тем те пӗр курса ҫӳрени» ятлӑ кӗнекесем хушшинче хӑварсан лайӑхрах пулмӗ-ши? Егорушка тепӗр май ҫаврӑнса ларма шутларӗ. — Таманьсем, старостеблиевсем, славянсксем!.. — Еретиксем! — чышкипе юнаса чӳречерен кӑшкӑрчӗ ҫӗтсе ларнӑ сасӑ. Ҫакна, паллах, никам та ӗнентерсе пама пултараймарӗ, Анна Васильевна вара паха та йӗркеллӗ кавалер ҫуккине пула partie de рlaisir кайма та пӑрахасшӑнччӗ, анчах Увар Иванович ҫинчен аса илчӗ те хурланнипе: «Шыва путакан улӑм пӗрчинчен тытнӑ», тесе, ӑна чӗнтерме ячӗ. Майра патшан урисем чӑнах та чипер, ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ-мӗн, ҫавӑнпа вӑл, ҫак ахаль тимӗрҫӗ, запорожец тумне тӑхӑннӑран ӗнтӗ, хурарах сӑнлӑ пулин те хитре пек курӑнаканскер, ҫапла каласа мухтанине илтсен, йӑл кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ. — Пирӗннисем! — терӗ Андрей. А эс туртса кӑлар. Ҫапах та пӳлӗме кӗрсен, вӑл хӗрне ҫивӗтӗнчен хытӑ-хытӑ туртрӗ те каччипе куҫа-куҫӑн калаҫма чарчӗ. Ҫавӑнтах хута ярса тытрӗ те, тӗксӗмленнӗ куҫӗсемпе чӗтӗрекен сасӑпа пӗтӗм документа кайранхи саспаллинчен пуҫласа, малтанхи саспаллине ҫитичченех вуласа тухрӗ. Турӑсӑр пуҫне пирӗн урӑх юлташ ҫук! — Ку мӗнле пуласси паллӑ мар-ха, — парӑнмарӗ Дубцов. — Эс инҫетрен килнӗ… Ҫавӑнпа сан чи малтан каламалла. Ҫавӑнпа та вӑл мана ҫи-пуҫри тумтир тӑрӑх часах эпӗ европеец пулнине тавҫӑрса илчӗ, его величество мӗн хушнисене вӑл мана хӑй питех, те аван калаҫакан Голланди чӗлхипе куҫарса пачӗ. Начальниксем туса, вӗсем патне ҫирӗп мужиксене лартӑттӑм. «Алӑран алла тытӑпӑр та кайса вилӗпӗр, анчах пулас ӑрусемшӗн ҫутӑ та ҫӑмӑл пурнӑҫ хатӗрлесе парӑпӑр», — тенӗ пире тӳрӗрех кӑмӑллисем, вӑйлӑраххисем те ҫӑткӑнтараххисем. — Бояркин пур-и? — Беспризорник-и? — Эпӗ куртӑм, — терӗ Уҫӑп. — Юлашки юлнӑ ик динарпа эп ҫӑнӑх туянтӑм та ӑна ак ҫак пысӑк тӑм чашкӑ ҫине силлерӗм, килелле йӑтса кайрӑм. «Ҫав ҫын тупӑкра выртнине хам куҫпа курсан тин эпӗ канлӗ сывлама пултаратӑп», — тесе шутларӗ вӑл. — Акӑ ман юн, — чӑнлӑхшӑн юхать! Унтан тата ҫак япала унӑн куҫне тӳреммӗнех палӑрнӑ: ҫак ҫынсем Ежов патӗнче чухне, урамра тата гостиницӑра пулнӑ чухнехинчен, лайӑхрах та ӑслӑрах пулнӑ. Тепӗр минутранах вӑл ҫуна ҫинче, хуҫин ури вӗҫӗнче ларнӑ, вӑл сивӗпе тата хумханнипе хутланкаласа ҫапла мӑкӑртатнине итленӗ. Ку ҫӗршыв хӗрлӗ ӳтлӗ каҫхи нӑрӑсем, Гвинейӑри тата Габонин голиаф нӑрӑсем, — вӗсен уринче йӗп пек качасем пур, — ӗрчесе пурӑнакан вырӑн. Антиди ятлӑ, ҫӑмартисене улиткӑсен пушӑ хуранне хуракан чӑпар пыл хурчӗсен, ӗлӗкхи Египет ҫыннисем турӑ вырӑнне шутлакан таса скарабейсен ҫӗршывӗ. Аврам тата хаваслӑрах кулкалама тытӑнчӗ, телейлӗн савӑнса кӑна тӑрать. Эпир ҫӗр чӑмӑрӗн Европӑпа тӗлме тӗл вырӑнне сиксе тухнӑ. Манӑн термаламӑ татӑкӗ пурччӗ, тупӑкне ҫавӑнпа сӑртӑм та Григорий Александрович Бэла валлиех илсе тултарнӑ черкессен кӗмӗл галунӗсемпе илемлетрӗм. Дуэле тухнӑ ҫынсем ӑна лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек вӗсем пӑшалӗсене аялалла уснӑ, анчах аллисенчен яман! Наталья хӑй таврашӗнчи ҫынсем пурте шанчӑклӑн калаҫнине, вӗсенчен кашниех мӗн те пулин ҫинчен лайӑх пӗлнине курать, вӑл ҫав ахаль сӑмахсемех, пӗр-пӗринпе таччӑн ҫыхӑнса тӑрса, кашни ҫын валли темле ҫирӗп чӑнлӑхӑн пӗр катӑкне катса панине, ҫынсем пӗр-пӗринчен хӑйсем калакан сӑмахсемпе уйрӑлса тӑнине курса тӑрать. Инҫетри тӗнче ҫинчен суккӑр ача юрӑсем, истори тата ытти кӗнекесем тӑрӑх кӑна пӗлнӗ. — Ҫырлахсамӑр, аттем, мӗншӗн ун пек тӑвас? Мӗн шуйттан! тума кирлӗ-ха вӑл мана, леш Герваси! Ҫул тӑрӑх, кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енчи вокзал патнелле, петлюровецсем чупаҫҫӗ. Вӗсем каялла чакаҫҫӗ, вӗсене броневик хӳтӗлесе пырать. Аэлита Лося чуп турӗ те — вӑл Аэлита тутинчен наркӑмӑшӑн йӳҫек шӑршине туять. Вӑрман кӗтессине ҫитрӗм. Анчах унта ниепле ҫул та пулмарӗ. Ман умрах утине ҫулман ката сарӑлса выртать, ун урлӑ инҫетре пушӑ уй курӑнать. Ирпе ирех вара пӗр ту хысакӗпе хӑпарчӗ. Кунтан ӑна кӑнтӑр ен курӑнса кайрӗ — ытарма ҫук илемлӗ ешернӗ йӑлӑм. Тӗрлӗрен хатӗрсем — суту-илӳ валли… Вӑл мана тарӑнӑн тимлесе итлерӗ, эпӗ хам сӑмаха каласа пӗтерсен, мана пуҫран шӑлса илчӗ. Кирек хӑҫан та ҫапла вара эсӗ! Унсӑрӑн тӳрӗ сутӑҫӑ яланах сиен курӗ, ултавҫӑпа чее ҫын пӗтӗм услама ҫавӑрса илӗҫ. Манӑн пӗрре монарх умӗнче пӗр айӑплӑ ҫыншӑн хута кӗрсе калаҫмалла пулчӗ. Ӑна хуҫи панӑ доверенность тӑрӑх пысӑк укҫа илсен тарма хӑтланнӑшӑн айӑплатчӗҫ. Унӑн асапне ҫӑмӑллатасси ҫинчен тархасланӑ чухне эпӗ императора кунта мӗнпур айӑпӗ те шанса панипе тивӗҫсӗр усӑ курни анчах, тесе кӑтартрӑм. Манӑн кӳршӗ, ҫамрӑк казак, хитре те яштака пӳллӗскер, пӗр стакан ахаль йышши эрех тултарса пачӗ, анчах эпӗ ӑна ӗҫмерӗм. — Хм, — эпӗ ку сирӗншӗн усӑллӑ тесе шутламастӑп!.. Лозневой приказа хуҫлатрӗ, брюки кӗсйине чикрӗ. — Эп чухне мар пулнӑ… — Юланутпаччӗ эппин? Вӑл тухса та кайрӗ. Чӗр хулӑран ытларах, je vous demande un peu, ачасем мӗнрен хӑраҫҫӗ-ха? «Халь ӗнтӗ ӑҫта шуйттана каймалла унта? — шухӑшларӗ Олейник, пульӑсем ҫывӑхрах шӑхӑрнине кура кашни минутрах хутлана-хутлана илсе. Айртон нимӗн калама та аптӑрарӗ. Унӑн ҫамки пӗркеленчӗ. Унтан вӑл хуллен ҫапла каласа хучӗ: — Манӑн нимӗн каламалли те ҫук, сэр. Асту, санран илемлӗ картинӑсем кӑна тӑвакан художник ан тухтӑр. Лось хӑйӗн хыҫҫӑн плитана каялла хунӑ май курать: ункӑ евӗр лапамра, хӗрлӗ сӗмлӗхре, салтаксен палӑри-палӑрми кӳлеписем мӗлтлетеҫҫӗ. Вӑл кунта, хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна та, иодоформ шӑршипе тулнӑ пӳлӗме те пырса кӗчӗ. Вена урамӗсенчи Горевӑна тӗлӗнтерекен япаласем — пысӑк халӑх ушкӑнӗсем чӑпта михӗсемпе, урапасемпе тата велосипедсемпе пур еннелле те куҫса ҫӳрени, ҫывӑх ҫыннисене шырани, площадьсемпе парксенче ӗҫлӗ кунсенче те тӗркӗшсе ҫӳрени, ыранхи кун пирки каланӑ хыпарсене ҫивӗччӗн итлени, урамсенче ҫиҫӗм пек хӑвӑрт пулса иртекен митингсем пухӑнни, — ҫаксенче пуринче те халӑх пӑлханни палӑрса тӑрать. Вӑл питех те вӑранмӗччӗ, мӗншӗн тесен, курӑнсах тӑнӑ, вӑл пурӑнӑҫа юратсах ҫитереймен. Кузов ҫийӗсене темӗн пысӑкӑш хӗрлӗ хӗрессем ӳкерсе хунӑ санитарнӑй машинӑсем тӗмӗсем хушшинчен слонсем пек тухса, ӗҫлекен моторӗсемпе: кӗрлесе, хатӗрленсе тӑчӗҫ. — Мӗнле «мӗн тума»? Ҫурҫӗрчченех телейлӗ шӑв-шав, хуткупӑс сассисем тата ташӑсемпе юрӑсем лӑпланма пӗлместчӗҫ. Тавра ҫаврӑнса кайсан? — Эпӗ вӗсене хӑнана чӗннӗччӗ. Искусствӑпа интересленесси иксӗлсе пыра пуҫласан, вӗсем калаҫма тытӑнчӗҫ. Остап хӑйне валли ӗҫ тупса паҫӑрах курень патнелле утрӗ. Эпӗ унӑн сӑмси ҫывӑхӗнче тата куҫхарши тӗлӗнче икӗ ҫӗвӗ пуррине асӑрхарӑм, анчах тӗлӗнмелле илемлӗ куҫӗсем те, кулли те шӑп та лӑп ман асаилӳсенчи пекех, вӗсем ӗлӗкхиллех йӑлкӑшаҫҫӗ. Каплах сиввӗн ан пӑх ӗнтӗ! — Хӑвӑрах куратӑр ак. — Эпир каласа йӑпатнинчен усси пулас ҫук. — Сире кулӑшла вӑт, — терӗ Ванюш, — эсир хӑвӑр пырса калаҫса пӑхӑр-ха ку халӑхпа: ҫул памаҫҫӗ кӑна сана, ҫав ҫеҫ. Кирлӗ мар пулсан, пирӗнпе тӗл пулас марччӗ, пирӗншӗн интереслӗ ӗҫ тупӑнсан — мана ял Советне кӑнтӑрла чӗнӗр, кӑнтӑрла ҫеҫ, атту хутор ҫыннисем ман пирки тем шутлама пултараҫҫӗ. Мускав ҫывӑхӗнчи сӑртлӑ та айлӑмлӑ уй-хирсем сасартӑк ҫуталса йӑлкӑшма тапратрӗҫ. — Простой тетӗн-и? Вӑл санӑн юлташу марччӗ-и-ха? Хӑвӑн урусем пеккисене сана ӗнтӗ никам та туса параяс ҫук, савнӑ тусӑм. — Мӗн унта, Том? — ыйтрӗ Дик пур ӑнсӑртлӑха та кӗтсе илме хатӗр ҫыннӑн лӑпкӑ сассипе. Вӗсем вара часах вӑрмана кӗчӗҫ, йывӑҫ тымарӗсемпе картлашкаланнӑ чӑнкӑ сукмакпа анчӗҫ та пысӑках мар ҫаврака уҫланкӑ, кӑмрӑкпа, турпаспа ҫӳпленнӗ, тикӗт тӑкӑнса тулнӑ вырӑна пырса тухрӗҫ. Пӗрех мар-и, каҫ-каҫ эп ҫавах канлӗ ыйхӑ курмастӑп, ку тӑруҫӑн пачах ҫывӑрайми пултӑм. Каллех шӑпланчӗҫ. Мӗн тума кирлӗ ӑна сак? Эпӗ пистолета кӑлартӑм та, император хушнипе унпа епле усӑ курмаллине хам пӗлнӗ пек каласа ӑнлантарса патӑм. Унтан ӑна тарпа ҫеҫ авӑрларӑм та (тар шӑхранне тачӑ питӗрнӗ пирки вӑл тип-типех пулнӑ) императора: ан хӑрӑр, тесе систерсе, сывлӑшалла персе ятӑм. — Ухмахла сӑмахсемшӗн ан ҫиллен ӑна, — тепӗр хут каларӗ Осетров. 1853 ҫул, ҫуллахи чи шӑрӑх кунсенчен пӗри; Кунта вара унӑн ури вӑйӗсем лаштах пӗтсе ларнӑ. — Хӑнӑхатӑп… — ответленӗ Фома. Унӑн ашшӗ кӳршӗсемпе хутшӑнасран пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, вӗсене курайман, вӗсем те ӑна кашни хӑй майлӑ курайман. Вӑл ҫапах та пуҫне ҫухатман. — Мӗншӗн? Ҫавӑнпа та эсӗ кӑнтӑрлахи апатна ҫисе пӗтер те пуҫтарӑнса килӗнтен тухса кай. Вӑл сире вӑрҫса тӑкрӗ пулсан — эсир ӑна хирӗҫ калӑр, вӑл сире тута урлӑ парсан, эсир ана хӑлха чиккинчен, тата тепре те — уйрӑлӑр; а эпир сире вара ҫураҫтарма пӗлӗпӗр. Дэвид Ливингстон, ун хыҫҫӑн Грант, Спик, Бертон, Камерон, Станли пек паттӑрсене ӗмӗрех этемлӗхе ырӑ тӑвакансем тесе асӑнӗҫ. Сарай ҫинелле ӳссе хӑпарнӑ ҫӑра чие йывӑҫҫисем витӗр тухса пӳрт тӑррине, хӗвел ҫине, выртрӗ. Чӗрех-ха Ҫын вӗлерекен ҫӗр ҫинче тӑсӑлса выртать. — Вӑл паян суймасан, ыран тунсӑхпа вилет. Укҫине ӗҫсе ярать, е картла выляса пӗтерет». Ҫапах та вулаканшӑн команчасен маски хыҫӗнче кам пытанса тӑни уҫҫӑнах паллӑ пулӗ ӗнтӗ. Эпир ҫав тери ырӑ, кирек ӑҫта пурӑнсан та, пур ҫӗрте те пире хуҫисем ырӑпа асӑнса юлаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн пысӑк аттисемпе чӑштӑртаттаракан тата шаклаттарса утакан, пӑшалне тирпейсӗр йӑтса пырса, ҫул ҫинче ӳссе ларакан йӑвӑҫсен турачӗсене темиҫе хут та ҫаклатнӑ Оленин ҫине куҫхаршине пӗрсе ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Ромашова унӑн кӑшт ӑмӑртарах хӳхӗм питӗнче яланах, — ӑна, ҫав ӑнланса пӗтерме ҫукла шуранка пите, кӑвактараххӑн курӑнакан хуп-хура ҫӳҫӗ тата вӑйлӑнрах тӗттӗмлетет, — темӗн тармакли, тытса тӑркӑслаканни те хаярри, мӗн-тӗр этеме мар, питӗ пысӑк та вӑйлӑ тискер кайӑка ҫеҫ тивӗҫекенни пур пеклӗн туйӑнса тӑрать. Вӑл вут хума приказ пачӗ те костыльне тытрӗ, унтан аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, пиратсене пӑтраштарса хӑварса, анаталла лӑкӑштатрӗ. Вӑл каланӑ сӑлтавсем пиратсене итлеттерейменни курӑнса тӑрать. Сирӗн пата контрреволюцилле киревсӗр элемента Тит Константинович Бородин кулака хуралпа тытса яратӑп. Сигар хуҫан куҫӗсене ҫиекен тӗтӗмпе хупла-хупла илсе ӑна кансӗрлет, кимӗ пӗрехмай сӑмсипе е аяккисемпе йывӑҫ вуллисем ҫумне пыра-пыра чышӑнать, — хуҫа тарӑхса тӗлӗнет: — Ҫав тери путсӗр кимӗ! Пурте таҫта инҫетелле шӑвать, ҫӗрӗн кӑвак хӗррисем латне кайса ҫитмешкӗн астарать. Ун ҫинчен эп никампа та калаҫман-ҫке-ха. — Акӑ, Глеб пуп мана пӗр граф ҫинчен каласа пачӗ… Тӑван ҫӗршывшӑн тивӗҫлӗн ҫапӑҫса вилнӗ герой ҫарҫынни хӗрне атте телей вырӑнне хурсах йышӑнасса эпӗ пӗлсех тӑратӑп. Назанский чӑматан умне кукленсе ларчӗ те унта темӗскерле хутсене васкамасӑр ҫавӑра-ҫавӑра хума пуҫларӗ. Ҫак кӑлтӑксем юратнӑ мӑшӑрӑн телейне пурпӗрех кансӗрлемен, кая юлнӑ юрату пехилне вӗсен, суккӑр ачапа пӗр вӑхӑтрах тенӗ пек, пӗртен-пӗр хӗрачи ҫуралнӑ. — Ун пирки вӑл хӑй калӗ… Кирек епле ӗҫе тытӑнсан та — унӑн аллинче ӗҫ вӗресе кӑна тӑрать. Хамӑр ҫурт-йӗре хамӑрах вут тӗртсе ҫунтартӑмӑр, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ. Вена! — Ку аван. Пур ҫулҫӳревҫӗсем те, ҫак саспа вӑраннӑскерсем, тепӗр хут ыйха путрӗҫ, анчах Дик Сэнд, халран кайнӑ пулсан та, мӗн ирчченех чӑлӑм та куҫ хупмарӗ. Кӳллӗн тепӗр енче шурлӑхлӑ шыв юппи е ҫырма пур, темиҫе миля тӑршшех тӑсӑлать вӑл — ӑҫта юхса кӗнине пӗлместӗп, анчах юханшыва пырса кӗмест. Иван Иваныч! Нагульнов ун ҫине пӑхса илчӗ те тӳрех Батальщиков патнелле ыткӑнчӗ: «А-а-а, ҫӗлен! Чӑнах та, вӗсем июль пуҫламӑшӗнче килчӗҫ. Вӑл дивизи оборонин сылтӑм флангӗнче — Мускавалла каякан шоссе ҫулӗнчен инҫетрех мар. Корытовӗ хӑй те кунта. — Ухмах, — анчах тӳрӗ ҫын. Игнат укҫине ҫавӑнтах хывнӑ, ӗнтӗ ӑна хаҫатсем те мухтаса илме ӗлкӗрнӗ. Нимӗҫсен мӗнпур хаҫачӗсенче тахҫанах ӗнтӗ ҫапла пӗлтернӗ: ноябрӗн 7-мӗшӗнче, Российӑра совет влаҫӗ ҫуралса тухнӑ кун, унӑн парӑнтарнӑ столицинче Мускавра нимӗҫ ҫарӗн парачӗ пулать, тенӗ. Николай Антоныч хама питрен сурнине те манман-ха эпӗ. Вӑл пуш хирти ҫилсенчен те юлмасть, Вӑл сивӗнмест, вӑл улталамасть. Пӗрре манӑн чаплӑ сановника курма тӳр килчӗ. Пурте Мак-Набсӑн кайӑкне вут ҫутинче курма хӳшше хыпаланса кӗчӗҫ. Пӗр тапхӑр шӑпах пулчӗ, нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ. Унтан инҫетре салхуллӑн кӗрӗс! тутарни илтӗнсе кайрӗ. Эпӗ ӑна юрататтӑм, ӑна савса сӑнаттӑм, вӑл мана чӑн-чӑн арҫын пек туйӑнатчӗ — вӑл мана ялан хӑй ҫумӗнчен сирнине туйман пулсан, эпӗ унпа мӗнлерех хытӑ ҫыхӑннӑ пулӑттӑм! Эсир пӗр вырӑнта ларса, хӑш! туса ҫеҫ хуйхӑрса ларнисене вӑл тахҫанах сиссе тӑрать. Ҫав вӑхӑтра Гальмало, ҫаврӑнакан чула вырӑнне лартма ҫӑмӑллипе ҫӑмӑл маррине сӑнаса пӑхас тесе, тӗртрӗ те чул текех ҫаврӑнманнине курчӗ. ССР Союзӗн составне кӗрекен нацисемпе расӑсем ҫинчен те ҫавнах калас пулать. Конституци проекчӗн иккӗмӗш сыпӑкӗнче ССР Союзӗ — пӗртан праваллӑ нацисен ирӗклӗ союзӗ пулать тесе ӗнтӗ каланӑ. — Бенедикт пиччем, — терӗ вара вӑл юлашкинчен, — эпӗ сире ҫине тӑрсах пирӗнпе пӗрле утма ӳкӗтлетӗп, юлашки хут асӑрхаттаратӑп — эп каланине итлӗр! Мирон та авланчӗ. Ну, мӗнле, тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Уйрӑммӑнах вӑл туратлӑ пӗр пысӑк хура пӗрене ҫине пӑхрӗ. — Пирӗншӗн еплереххине пӗлетӗп, эпӗ урӑххи ҫинчен ыйтатӑп: саншӑн вӑл мӗнлерех? Сассисем илтӗнмеҫҫӗ хӑйсен. — Мӗншӗн-ха эп, ыттисем пек, лӑпкӑн, шанчӑклӑн пурӑнма пултараймастӑп? — тесе, татӑклӑн шухӑшласшӑн пулнӑ вӑл. Хут пӗлекенскерччӗ, подрядчикӗн мӗн шутламаллисене шутласа ҫырса пыратчӗ, сметӑсем тӑватчӗ, юлташӗсене ӑнӑҫлӑн ӗҫлеттерме пӗлетчӗ, анчах хӑй тӑрӑшсах ӗҫлеместчӗ. — Каяс… тапранӑпӑр… Калатӑп-ҫке… Эпӗ ун сӑмахне пӳлтӗм: — Вӗсем ҫав тери хӑрушӑ инкеке лекнӗ… — Камсем вӗсем? Трофим качака та мана ҫав ылханлӑ ҫын вӗрентнипех тапӑнакан пулчӗ, эпӗ вар аннипе аптӑранине пӑхмасӑрах, мана мӑйракипе ӑҫтан лекнӗ ҫавӑнтан тӗреле пуҫларӗ! — Джемма, чунӑм, ӑҫта кайрӑн-ши, тесе эпӗ мӗн тери пӑшӑрхантӑм! Лукашкӑн сӑнӗ савӑнӑҫпах ҫутӑлса тӑчӗ, ҫавӑнпа та ахаль чухнехинчен те хитререх курӑнчӗ. Вӑл хӑй княгиня иккенне аса та илмерӗ пулмалла. Вӑл бригадӑна пӗр-пӗр ӗҫпе кайман, унта кайни юрату пӗтес вӑхӑта кӗтекен, анчах ҫав вӑхӑт ҫитесрен те хӑракан этем намӑсран тарнине пӗлтернӗ. Мӗнле майпа ӑна усал ҫын аллинчен хӑтарас? Хӑйӗн тӑванӗ юратнӑ искусствӑпа вӑрттӑн аппаланнӑ ҫӗре, мачча ҫине хуҫӑк ураллӑ мӗскӗн артист епле упаленсе хӑпарни ҫинчен вуланӑ чух эпӗ хыттӑн сасӑпах йӗреттӗм. Вӑл Андрей ҫинелле ӑна курмӑш пулса утса пыратчӗ; Мӗн ҫинчен ытларах? Штабс-капитан, ытти пур ытла ӑслах мар ҫынсем пекех тивӗҫлӗх тенине уйрӑммӑнах вӑйлӑн сиссе туйса тӑнӑскер, ҫав тивӗҫлӗх теекен сӑмахпа хӑйне хӑй кӑштах лӑплантарчӗ те, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, юлашки вӑхӑтра укҫа-тенкӗ тӗлӗшӗнчен хытӑрах пулнӑ пирки хӑйпе хирӗҫкелесе пурӑннӑ ашшӗ патне юлашки ҫыру ҫырма тытӑнчӗ. Анчах эпӗ политика тӗлӗшпе айӑплӑ ӗҫ тӑвакансене суд туни ҫинчен ҫырнисене нумай вуланӑ пирки ҫав суд ӗҫӗсене судьясем епле тӑвас тенӗ, яланах ҫавӑн пек тунине пӗлеттӗм. Ҫавӑнпа эпӗ хамӑн кун-ҫула ҫав хӑватлӑ тӑшмансен аллине шанса пама шутламарӑм. Пӗр вӑхӑтра хирӗҫ тӑрас шухӑш та мана пит илӗртрӗ. Кӑвак мӑйҫыххи ҫакнӑ илемлӗ вӗшле йытӑ урайне чӗрнисемпе шаклаттарса гостинӑя чупса кӗчӗ, ун хыҫҫӑн хура ҫӳҫлӗ те тӗксӗм ӳтлӗ, кӑштах ҫаврака та, анчах кӑмӑллӑ сӑн-питлӗ, пысӑках мар, пӗр вунсакӑр ҫулсене ҫитнӗ хура куҫлӑ хӗр пырса кӗчӗ. Пӗр-пӗрне вӗсем сехет хушши нимӗн те чӗнмерӗҫ. Вӑл тав тӑвас парӑм. Вӑл ҫывӑрчӗ; анчах вӑл хӑй ҫинчен поэт сӑмахӗсемпе ҫапла калама пултарнӑ:Эп ҫывӑратӑп… анчах сисӗмлӗ чӗрем ҫывӑрмасть… Мӗн пулса иртнине кӑтартас тесе, кӗпе вӗҫҫӗн чупкаласа ҫӳрекен ырханкка хура ача тунӑ сцена понтоннӑй кӗпер ҫинчи ӗҫпе танлаштарсан мӗн тери уйрӑм та! — Мӗскер сана, Ярмола? — ыйтрӑм эпӗ. Эпӗ ӑна ӗлӗкрех пӑхмасӑр калама та пӗлеттӗм. Эпӗ ҫавӑн ҫинчен Уҫӑпран ыйтатӑп, вӑл тӗлӗнсе ахӑлтатса кулать: — Ах, эсӗ, чарлан, пӑх-ха, мӗнле ярса илчӗ вӑл! Вӗсем шавлӑ хумӗ самантлӑха вокзал ҫуртне кӗрсе тулнӑ, анчах вӑл хум часах площаде юхса тухнӑ та, вокзалта каллех фронтовиксем ҫеҫ юлнӑ. Ҫапла ӗнтӗ, халӗ эсир ҫавӑн ҫинчен хӑвӑр ирӗккӗнех калас тетӗр-и, ҫук-и? Ирхине ирех шурӑмпуҫпе сиксе тӑрса пит-куҫне сивӗ шывпа ҫӑвать те вӑл, тутӑрпа пӗркенсе, ҫара уранах выльӑхсем патне чупать. Козаксем пӗтӗм вӑйпа ту айӑккинчи ҫулпа вӗҫтерчӗҫ; вӗсен хыҫӗнченех ляхсем хӑваласа пыраҫҫӗ. — Унӑн преосвященстви! Кӑна та, ыттисене йышӑннӑ пекех, хапӑл туса йышӑннӑ. Сывлӑшра шуррӑн та сиввӗн ҫара хӗҫсем вӗлтлетеҫҫӗ, вӗсем пӗрре пуҫсем ҫинелле ҫӗкленеҫҫӗ, тепре хӑвӑрт кӑна ӳкеҫҫӗ. Жихаревӑн сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле вылять, пӗрре йӑваш та вӑтаннӑ пек, тепре сасартӑк мӑнкӑмӑллӑ пек пулса тӑрать те — салхулланса сиввӗн пӑхать; акӑ вӑл темрен тӗлӗнчӗ, ахлатса илчӗ, пӗр секундлӑха куҫсене хупрӗ те, уҫсассӑн — хуйхӑллӑ пулса тӑчӗ. — Кам пӗлет ӑна, вӑл хӑй ҫапла калать, эпӗ хам та тӗлӗнетӗп. Анчах Сталин юлташ, акӑ, Гремячий Лог хуторне килес-тӑвас пулсан, эпӗ ӑна ҫаплах каланӑ пулӑттӑм: «Пирӗн хаклӑ Осип Виссарионович! Анчах ҫав лаши ахаль лашах, ҫӑварлӑхланӑ, йӗнерленӗскер. «Эсӗ хӑвӑррӑннисене пӗлтерместӗн-и, рыцарь?» Маттур каччӑ йывӑҫ айне ларнӑ та макӑрса янӑ. Халӗ Санин хӑйӗн юратӑвӗ, хӑйӗн кӑмӑлӗ, хӑй шут тытнин вӗҫӗ-хӗррине пӗлмерӗ. Вӗсем капитализмӑн ҫав тата ытти ҫавнашкал тӗрекӗсем ҫинче тытӑнса тӑраҫҫӗ. — Анне тайгара ман, сӑртсем хушшинче пурӑнать, питӗ инҫетре, шӑллӑмсем ҫарта, йӑмӑксемпе аппасем ҫук. Хуралҫӑ кӑшкӑрнипе чупса килнӗ салтаксем ҫавӑнтах Дика хытӑ тӗртсе ячӗҫ те Томпа ун юлташӗсене лагерӗн тепӗр енне хуса кайрӗҫ. Вӑл, лӑпкӑнах шӑкӑлтатса, пирӗн тухса каяс ҫул епле пуласси ҫинчен темӗн пек тарӑн шухӑшлӑ сӑмахсемпе мана каласа пама тӑрать. Вилмелле пулсан, мӗнле вилесси пурпӗрех мар-и? Юлашкинчен вӑл, виҫҫӗмӗш хутӗнче, лашине ҫуна ҫумнерех туртса тӑратнӑ та, хуллен ҫуна хӗррине тӑрса, аран лаша ҫурӑмӗ ҫине урлӑ хӑпаркаласа выртнӑ. — Юрӗ, итлесе пӑхӑпӑр, — терӗ асли пек Федя. Метеоритсенчен чылайӑшӗ улах вырӑнсене: пушхирсене, тайгана, нумайӑшӗ юханшывсемпе океансене ӳкеҫҫӗ. Хӗвел симӗс йывӑҫ тӑррисем ҫийӗн кӑшт курӑнчӗ ҫеҫ, унӑн пайӑркисен малтанхи ӑшши каҫӑн сӳрӗлекен сиввипе пӗрлешсе темле тутлӑн ывӑнтарать пек; ту хушшине ҫамрӑк кунӑн хаваслӑ пайӑрки кӗреймен-ха; вӑл пирӗн пуҫ ҫийӗнче икӗ енӗпе те усӑнса тарӑкан чул тусен тӑррисене ҫеҫ ылтӑн сӑрпа сӑрлать. Паҫӑрах каҫ пулнӑ. Тинӗс ҫинелле пӑхакан куҫсем тӗксӗмлӗхе витӗр курас шутпа ахалех тӑрмашса пыраҫҫӗ. «Дункан» курӑнмасть. Вӑл козаксен таборӗ хушшипе, унтан таса хир тӑрӑх таҫта ҫитиччен пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр чупрӗ. Тарас вара ӑна пачах та хӑваламарӗ, вӑл ҫилле ал айӗнче пулнӑ пӗрремӗш ҫынна вӗлернипе ирттерсе яни вырӑнсӑр тесе шутларӗ. Тӑванӗсене мӗн калас, э? — Мӗн калаҫасси пур, эпӗ сире халех вырнаҫтарӑп, — терӗ вӑл. Пӳртре пӗтӗм япалана ҫавӑрса, пӑтраштарса пӗтернӗ, урайӗнче кивӗ ҫӗтӗк-ҫатӑксем сапаланса выртаҫҫӗ. Ҫанталӑк хӗвеллӗ те тӳлек, ӑшӑ. Вилӗмне кӗтсе хаярланса ҫитнӗ тимӗрҫӗ хӑйӗн тискер ҫиллипе икӗ пурӑнӑҫа хӳтӗлене, голубовецсем кунта хӑрушлӑх пуррине сиссе ун еннелле чупнӑ, ҫырма хӗрринче чылайччен пӑшал сасси кӗрленӗ. — Эпӗ вунӑ ҫул килӗшетӗп ӗнтӗ, — татӑклӑн тавӑрчӗ хӗр, Андрей ҫине хӑюллӑ та ҫаврашка куҫӗпе юратса пӑхса. Ҫывӑрмӑшӑн шуранка мозаикӑпа витнӗ стенисем — ҫурма тӗттӗмре, — ҫутӑ юпи юр пек шурӑ простыньпе пӗчӗк минтерсем ҫинелле, Аэлитӑн аллипе тӗревленӗ кӗл евӗр пуҫӗ ҫинелле кӑна анать. — Мӗнле сулӑ? — тесе ыйтрӗ пичче. «Шуйттан», — шухӑшланӑ вӑл, шӑллӗ ҫине пӑхса. — Мана эсӗ кансӗрлемӗн-ха, кун пек япалана эпӗ самантрах пӗтерсе хуратӑп, — ӗнентерӳллӗн те пӑртак ҫиленнӗ чухнехи пек сасӑпа пат татрӗ ӑна секретарь, — кансӗрлесен те, кансӗрлемесен те, унран сана ним усси те пулас ҫук. Унӑн ҫак ҫитменлӗхӗсем пулман пулсан, вӑл, тен, хӑйне евӗрлӗ илемлӗ те пулнӑ пулӗччӗ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, ун сӑн-пичӗ ҫапах та кӑмӑла каякан сӑн-пит мар. Тӗрӗссипе, эпӗ малтан ӑна хирӗҫ каличчен сирӗнпе… санпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах вӑл пычӗ те… эпӗ чӑтса тӑраймарӑм. — Э, халь ӗнтӗ эсӗ, Андрей, хамӑр полка палласа та илес ҫук! «Каласа панӑ ку!» ахлатса илчӗ те Ерофей Кузьмич, карта вӗрлӗкне ярса илсе, каллех чарӑнса тӑчӗ. — Ҫитӗ, Нагульнов, ан кӑшкӑр тархасшӑн. Василиса Егоровна чӑнахах, пуп майрине каланисӗр пуҫне, урӑх никама та каламан, ӑна та лешӗн ӗни ҫеҫенхирте ҫӳренӗрен ҫеҫ, ӗнине тӑшмансем тытса каясран, каланӑ. «Пулчӗ те-им?» — темле сӳрӗккӗн тӗлӗнчӗ те вӑл, кулма тӑрӑшса, сестрана:— Эпӗ кӗскелнӗ пулмалла, — терӗ. Хӑйне пӳрни ҫавӑн пек тума хушнӑ пек туйӑннӑ ӑна. Ик-виҫӗ кун эпӗ вӗҫӗм ҫакӑн пирки шухӑшларӑм, унтан хам куҫпа хам курас терӗм: мӗн чухлӗ те пулин тӗрӗслӗх пур-и кунта е ҫук. Еплерех кирлӗ те! Маориецсем пулакан вырӑнсенче сайра тӗл пулакан кивисене сунарҫӑсем кунта темӗн чухлех тӗл пулчӗҫ. — Маншӑн та ку питӗ интереслӗ вӗт-ха… Ҫамрӑк пианист, пуҫласа яма хатӗрленсе, постамент ҫывӑхӗнче хӑрах чӗркуҫҫийӗ ҫинче тӑрать; ӑна пӗр-пӗр чӑрсӑрланса кайнӑ фотограф е кинооператор ҫапла тӑма хушнӑ пулас. Чеченецсемпе хурӑнташлӑ пулнине халичченех казаксен йӑхӗсем хисеплеҫҫӗ; ирӗккӗн те пӗр ӗҫсӗр-хӗлсӗр пурӑнма, ҫынсене ҫаратма тата вӑрҫӑ вӑрҫма юратнисем вӗсен характерӗн тӗп паллисем пулса тӑраҫҫӗ. Стефчов леш тухтӑр пирки ытла сиввӗн калаҫнӑ хыҫҫӑн Лалка тепӗр пӳлӗме шӑппӑн кӑна тухрӗ те, диван ҫине ӳпне выртса, сасӑпах йӗрсе ячӗ. Колхоз правлени составне суйличчен колхозри влаҫа ертсе пынӑ Аркашка Менока вӑл час-часах ҫапла калакаласа илет: — Эпир вӗсен мӑйракисене пӑрса лартатпӑрах! Сасартӑк Тоня аса килчӗ. Карап ҫине хӑпарсан, вӗсем тӗрлӗ вӗренсемпе блоксем хушшипе хуллен, асӑрханса пычӗҫ те, юлашкинчен трюм патне ҫитрӗҫ. — Халӗ мана мӗнле каласа панӑ, ҫавӑн пекех канашлура та каласа парӑн. Ҫакӑн хыҫҫӑн сунарҫӑ, тӗрӗсрех каласан, гагара мамӑкӗпе сутӑ тӑвакан ҫын пырать те кайӑк йӑвине илсе каять, гагара ами каллех ҫӗнӗ йӑва тума пуҫлать, ҫапла вӑл мамӑкӗ пӗтичченех ӗҫлет. Йӗпе ҫине сапа тенӗ пек, вожакӗсенчен пӗри ҫухалас пулсан, ӑна вара вилсен те тупмаллах пулать; атту мӗнпур кӗтӗвӗ йӗркесӗр ӗрӗхме пуҫлать. Ун ҫинчен шухӑшласа выртнӑ чухне, тур пӗлет-и тен, темӗншӗн чун хурланать те ҫав тери йӗрес килсе каять. Ку кӳрентеретех ӗнтӗ. — Ҫапла. Тӗлӗнмелле тӗксӗм ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-мӗн сирӗн ялта, чӑнах тӗттӗм ҫынсем. — Юрать, — терӗ вӑл, эпӗ ӑна Татариновсем патне шӑнкӑртаттарса, мӗн пулнине ыйтса пӗлме хушсан. Вӑл кӑшт ывӑннӑ, анчах лӑпкӑн ларать. Сарӑхнӑ питлӗ офицер хӑйне малтанхи хут килнӗ чухнехи пекех тыткаларӗ, — вӑл Павела кӳрентерчӗ, унтан тӑрӑхларӗ, унӑн чӗрине тивертме тӑрӑшрӗ, — ҫавӑн пек мӑшкӑлла хӑтланнипе вӑл хӑй киленсе тӑни курӑнчӗ. Ҫавӑн пек килсе тухрӗ пулсан ӗнтӗ… — Эпӗ вӗт, пӗлетне, боксра пайтах пулса курнӑ, — тесе ӑнлантарнӑ вӑл, — Эпӗ кунтисем ҫинчен никам пирки те нимӗн те шутламастӑп, никама та усал каламастӑп. — Ӑҫтан тултарнӑ эс ҫакӑн пек философие? — ӗненчӗксӗр, типпӗн ыйтнӑ унран Любовь. — Мӗн пулчӗ сана, Том? — Мускавра, — терӗ Саня. Давыдов ҫаплах хӗрӗн макӑрса йӗпеннӗ, уйӑх ҫутипе шурӑхнӑ пичӗ ҫине пӑхать. Паян та ҫаплах. Анчах шеллетӗп эпӗ ӑна! Задача ӑнланмалла-и? Шутласамӑр, ара, мӗнле хӑю ҫитерӗп-ха эпӗ ун чух ҫынна — хампа пӗр таннӑн туякан ҫутӑ турра — кӳрентерме, тӗксе яма, улталама? Унӑн пичӗ вара вилнӗ ҫынӑнни пек тискерленсе кайнӑ, вӑл хӑй килӗнче спальнӑя питӗрӗнсе ларнӑ, горничнӑйӗ вара хӑлхине ҫӑра ҫумне тытса итлесен, хуллен ӗсӗкленине, макӑрнине кӑна илтме пултарнӑ. Вӗсемпе пӗрлех батальонӑн маркитантки те утать. Оленин хӗр аллине тытрӗ, лешӗ вара, йӑл-йӑл кулкаласа, ун ҫине пӑхрӗ. — Епле пӗлес мар! Репетицинче ку ҫав тери савӑнӑҫлӑ тухрӗ, кунта вара пурте ирӗксӗрех, нимӗн те тухмасть тесе шухӑшларӗҫ. Темӗнле савӑнӑҫлӑ сасӑ ӑна: «Халь пуҫланчӗ ӗнтӗ», тесе каланӑн туйӑнчӗ. Витене ҫумӑрпа йӗпеннӗ шурӑ йытӑ кӗчӗ те Егорушка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ; пичӗ ҫинче ҫӑм таткисем папильотка пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ хӑйӗн. Тӗксӗм кӑвак лапчӑк ҫуртсем шурлӑх хӗрринче пӗр ҫӗрелле кӗпӗрленнӗ те — пӗр-пӗрин ҫине хӑйсен пӗчӗк тӗксӗм куҫӗсемпе мӗскӗннӗн пӑхса лараҫҫӗ. Кимӗрен хамӑн япаласене илсе улӑхрӑм та чӑтлӑх вӑрманта пурӑнма хӑтлӑ вырӑн майларӑм. Пӗр салтак тӗрӗслевре «Ӗненӳ» кӗлле хуравларӗ, ҫаплах каларӗ те вӑл, ара, «Понтийстем Пилат вӑхӑтӗнче» вырӑнне «пемешкӗн вырнаҫасси», терӗ. Хирӗҫекенсен ӗҫне тӗрӗсех татса пама май ҫуккине малтанах пӗлсен те, кун пек чухне сасӑ ҫӗтичченех кӑшкӑрмалла пулнӑ. Тырӑ вырма алӑ ҫитмен. Эпӗ хам Миллионнӑя ҫӳренисене пытарма пуҫларӑм, анчах часах унта ҫӳрессине ирӗксӗрех пӑрахмалла пулчӗ. — Ме-ха, манӑн перчеткесене хывса ил, — терӗ Елена тытӑнчӑклӑ сассипе. — Ун пек те пулать. Инсаров чӳрече патне пырса ларчӗ, анчах ӑна Елена тулалла пӑхса киленме памарӗ; Инсаров сасартӑк вӗриленчӗ, ӑна ӗшентерекен халсӑрлӑх пусса илчӗ. Анчах вӗсем ӗнтӗ халех пурте лайӑх, тӗрес, ӑслӑ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ, ырӑ япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, хӑйсем мӗн пӗлнине ҫынсене вӗрентме тӑрӑшса, ҫав ӗҫе хӑйсене хӗрхенмесӗр тӑваҫҫӗ. Халӗ вӗсем пурте юнашар ярт тӑсӑлса выртнӑ хурҫӑ рельссене вутӑ пуянлӑхӗ патне — ӑшӑпа пурӑнӑҫ ҫӑлкуҫӗ патне ҫитерес шухӑшпа ҫунаҫҫӗ. Соломон шутсӑр ӑслӑ ҫын пулнӑ-ши? — Эпӗ сана ӑнланаймастӑп, — терӗ ывӑнса ҫитнӗ Монтанелли. Амӑшӗ пӑшӑлтатнипе хӑшпӗр чухне вӑл вӑранатчӗ те ыйхӑ тӗлӗшпе:— Ҫӑва патне каясчӗ санӑн, анне, мӗн эсӗ кунта пит патӗнчех хӑрӑлтатса тӑратӑн!.. Халь ӗнтӗ йӑлтах пӗтнине ҫеҫ ӑнлантӑм эпӗ: арӑм айӑпли пирки иккӗленме май та ҫук, эпӗ ӑна халех акӑ айӑплатӑп, вара унпа мӗнпур ҫыхӑнӑва тататӑп. Ӑнланса илейместӗп! Ҫавӑншӑн кулянатӑп халь эпӗ. Аллине Христоса пӑталанӑ хӗрес тытнӑ священник мала тухса ун патне пычӗ. Ҫын виллине аяккалла турттарса кайнӑ чухне Джо индеец ӑна ҫӗр ҫинчен урапа ҫине хӑпартса хума пулӑшрӗ. Халӑх хушшинче пурте чӗтресе илчӗҫ: лӑп ҫав тапхӑрта суран ӑшӗнчен юн тумламӗсем юхса тухрӗҫ, тесе пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. — Гут, гут, — текелесе илчӗ Ерофей Кузьмич, ним калама аптӑранӑ енне. Кушак пит ҫӑвать, — хӑна килет: ӑна пӑхма янтӑла, — тенӗ Петӗр йӑл кулкаласа. — Темиҫе утӑм кайсан вара, Володя хӑй хыҫӗнчен утакан Николаев йывӑррӑн сывланине илтми пулчӗ. — Кала мана часрах, ӑҫта пурӑнатӑн эсӗ? Маша унӑн сӑмахне хӑй каланӑ пекех тӗрӗс куҫарса пачӗ. Лукашка унӑн аллисене пӗтӗрсе тӑчӗ. Мгм… Вӗсенчен ҫавӑн пеккисем те пур, вӗсем сана та, нумай тӳснӗ-пиҫнӗ матроса та, тем шуйттанне те вӗрентӗҫ… Тӗрӗс ҫул ҫинчен ҫӑмӑллӑнах пӑрса ярӗҫ. Пӗрре хуҫасем мана пароход ҫинчен тата мӗн те пулин каласа кӑтартма сӗнсессӗн эпӗ:— Ман ӗнтӗ нимӗн те каласа кӑтартмалли ҫук, тӗрӗссине каласан… — терӗм. Е сӑна хӑйӗн пек туса парасшӑн пулни вара картинӑна пӑсни пулать-ши, ытла пӗр енлӗ ӳкерни пулать-ши? Ерофей Кузьмич вара пӗтӗмӗшпех хутланса ларса, пӑхмашкӑн ҫав тери пӗчӗк те имшеркке пек пулса тӑчӗ, Квейс ӑна хавхалантарма тӑрӑшса ҫапла каларӗ. — Ман салтак сана пулӑшать. Ывӑлӗ ҫак ӗҫ ҫинчен уҫҫӑн каласа панӑшӑн вӑл хӗпӗртесе кайрӗ. Халӗ вӑл Дунай каналӗшӗн ҫапӑҫать. Ҫӑра уҫҫисем санра пулма кирлӗ, терӗ вӑл!.. Тепӗр сехетрен эсир леш тӗнчере кулма тытӑнатӑр. Хӑвна ху хисеплесе парӑнассине эпӗ ӑнланатӑп; ку телей; анчах пӑхӑнса пурӑнасси… Акӑ ӗнтӗ, сӗм-ҫӗрле пулса ҫитсен те, ҫуртсен кӑвакрах шуррине мӗлкӗсен хура кӑваклӑхӗпе тата йывӑҫсен шупка симӗслӗхӗпе пӑтраштарса хутӑштарса, Силоам ҫийӗн уйӑх хӑпарсан, хӑйӗн качака ҫӑмӗнчен тунӑ кӗҫҫи ҫинчен тӑнӑ та тӑнлама пуҫлана Суламифь. Инҫе те мар ҫурт курӑнса ларать, анчах хӗр унтан аяккалла каять. — Эпӗ санӑн чуру иккенне пӗлетӗн вӗт эсӗ, эпӗ нихҫан та сана хирӗҫмен… ҫавӑншӑн мар… хамшӑн мар-ҫке; ҫавна ху та лайӑх пӗлетӗн! Вӑл мӗнпур куҫсем хӑй ҫинелле пӑхнине аванах сиссе тӑчӗ, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнса пырать пулӗ тесе те шухӑшларӗ. Паусов бригадинче халӗ ӗҫсем те нумаях мар: вӑрлӑхсем хатӗрлемелле, парниксене юсамалла тата вӗсем патне тислӗк турттармалла. Анчах кунта ӗҫ урӑхла вара. Унӑн ашшӗ те чаплӑ сунарҫӑ пулнӑ та, ашшӗ чунӗ унпа пӗрле сунара ҫӳресе ӑна ӑста сунарҫӑ пулма вӗрентет пулӗ? — Мӗн? Ҫакнашкал сӑлтавсем маншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑнчӗҫ. Макар пӳрчӗ тавра ҫаврӑнкаларӗ, Макартан, Ҫӑрттан мучирен, Макар хуҫайккинчен, манран ыйтрӗ, эпир тупнӑ гильзӑна пӑхрӗ, анчах ӑна паллӑ туман-ҫке-ха… Машина лайӑх вӗҫсе пычӗ. — Ольбинет. — Эсӗ, Любавка, йӗркеле кунта, эпир унпа пӗр сӑмах пӗтерер. Унпа юнашарах, сылтӑмра кӑвак ҫӳҫлӗ майор чавсаланса выртать, самаях хӗрӗнкӗ ӗнтӗ вӑл, пӗр пӑлханмасӑр-тумасӑрах вӑл полтинникшер хура-хура вылять, укҫине ҫийӗнчех тӳлесе татать. Quelle nuit mognifique! — Хӗҫпе пистолетсем. — Луиза, мӗне пӗлтерет ку? Ӑслӑ йытӑ ҫак баракра та мана шыраса тупрӗ! Жаркий аллине телефон трубки патне тӑсрӗ. Вӑрман пек ҫӗкленнӗ алӑсене курсан, Артёмӑн чӗри тепӗр хут сиксе илчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн кулленхи йывӑрлӑхне туймасӑр, ҫурӑмне кукӑртмасӑр, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утрӗ. Питӗ хаклӑ-и-вӑл? — хушса хучӗ вӑл, пурин ҫине те пӑхса. Эпӗ: «Охо!» терӗм. Иванчо хӑй пӑшӑрханса тертленнине те калама тытӑнчӗ. Малтан вӗсем тӗрлӗ япаласем ҫинчен: ыранхи ӗҫ ҫинчен, лашасем ҫинчен халапласа илчӗҫ. Карчӑк алӑк урати тӗлӗнче урайӗнче выртнӑ, хӗллехи кунсенчех ӑнсӑртран кӑмака сакки ҫине выртса юлнӑ кивӗ сӑран алсана вӑл шӑлсӑр ҫӑварӗпе чӑмласа пӗтернӗ. — Мӗншӗн? — пӗлесшӗн пулчӗ Лушка. Штаб пӗр магазинӑн картлашки ҫине вырнаҫрӗ. Анчах пуринчен те тӗлӗнтермеллереххи вӑл ҫак пакур пулчӗ. — Кун пек пирӗн нимӗн те тухас ҫук. — Ҫапла, тытрӗҫ ҫав, — кӳренсе каларӗ каялла килсе ҫитнӗ Назарка. Майор вилнӗ иккенне манса, Озеров ӑна хуллен ҫеҫ кӑкӑрӗнчен тӗртрӗ. Чӑн пулнине Кольхаун мӗншӗн пытарнӑ-ши? — Ҫав хушӑрах, кӑнтӑрлахи пекех, пурте уҫҫӑн курӑнать! — тесе кӑшкӑрса илчӗ сквайр. Сехет ҫинчен маннӑ ӗнтӗ. Хӑҫан кайнӑ-ши? Пӗр эрне ҫитнӗ пулмалла, — пӳрчӗ ҫакӑн пек шӑпланса, юхӑнса кайма ӗлкӗрнӗ вӗт-ха. — Ун ҫинчен эпир ыран калаҫӑпӑр. Вӑл Морис Джеральд ятлӑ. Тарни Халӗ чугун ҫулсем тӑрӑх укҫасӑрах ҫӳреме пулать тенине Петька ӑҫтан туртса кӑларнӑ-ши? — Эп кун пирки иккӗленместӗп, Дик! — Ак мӗнле апла! — терӗ вӑл тӗлӗнмелле лӑпкӑ, сасӑпа. Вара ҫакӑнтах, малти пӳлӗмре, ӑна темиҫе хутчен те: епле пулсан та паян каҫхинех кил, — тесе каларӑм. — Атте, — хӑраса ӳкрӗ Женя, — эсӗ таратӑн та-им ӗнтӗ? — Мӗнле вӑл — духовнӑй? Вара эпӗ ӑна аллине ҫӗр ҫине хума паллӑсем туса кӑтартрӑм, енчӗке алла илсе уҫрӑм та мӗнпур ылтӑна ун ывӑҫ тупанӗ ҫине кӑларса тӑкрӑм. Пурин те хӑйӗн йӗрки пур-ҫке; нумайӑшне сӑмахпа каламаҫҫӗ, тавҫӑрса кӑна илеҫҫӗ… Эпӗ темӗнле хура та ҫӑмламас япалана курма ҫеҫ ӗлкӗртӗм, хӑранипе татах чарӑнтӑм. Кӳренмелле ҫав, ҫитменне тата кӳршӗ хӳми урлӑ Сима Симаков пуҫне кӑлара-кӑлара пӑхать. Лапсӑркка ҫӳҫлӗ, ӑслӑ, вӑр-вар этем вӑл. Сылтӑмра пачах арканса чӗлпекленнӗ виҫҫӗмӗш карап, гранит сӑнӑпа шӑтарӑннӑскер, ҫакӑнса тӑрать. Доктор хӑйӗн калавне малалла ҫырать. Чӑнах та эпӗ шухӑшсем сапаланса кайнипе икӗ турилккене урайне ӳкерсе ҫӗмӗртӗм пулас. Эпир ирхине фермӑна ҫитсе кӗтӗмӗр — вӗсем ҫывӑраҫҫӗ, вара вӗсене ҫийӗнчех пӗтерсе хутӑмӑр. — Тата акӑ мӗн асӑрхарӑм эпӗ, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Елена, Инсаровӑн ҫӳҫне каялла шӑлкаласа (эпӗ ҫак пушӑ вӑхӑтра нумай асӑрхарӑм): — ҫын питӗ те телейсӗр пулсан, хӑй тавра мӗн пулса иртнине мӗнле айван тимлӗхпе сӑнаса пырать! — Пулӗ те. Вӑйсӑрланнӑ аллисемпе вӑл хӗресе ярса тытрӗ те хыттӑн чуптуса илчӗ. Чӑтайман енне макӑрса ячӗ. Попельскисем Ставрученкӑсем патӗнче тата темиҫе кун пурӑнчӗҫ. Ҫак шухӑша пурнӑҫлама тӳрӗ килнӗ пулсан, Вандея никам ҫӗнтерейми вӑй пулнӑ пулӗччӗ. Ҫуралнӑранпа кун пек ҫылӑх пулманччӗ! Диаз мустангерӑн лассо ункине ҫакланнине курсан, Луизӑна лайӑх туйӑнса кайнӑ. Вара вӑл кӗтсен авантарах пулать тесе шутласа хучӗ. Э, ара ҫав шуйттан илесшӗсене!» — тесе шухӑшларӗ вӑл. Вӑл пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне ҫывхарнӑ самантра Лятьевский кӑшкӑрса калаҫни илтӗнсе кайрӗ: «Ара ку эпир поражени тӳснине пӗлтерет-ҫке-ха, ӑнланмасӑр!» — тет вӑл. «Ниепле те килӗшместӗп! — тет Грушницкий: — Вӑл мана ҫынсем умӗнче кӳрентерчӗ; ун чухне ӗҫ пачах урӑхла пулнӑ…» Ытти ҫулҫӳревҫӗсен те хырӑмӗ выҫнӑ, вара Нэн ирхи апат хатӗрлеме тытӑнчӗ. Ҫак мӑнтӑр, вӑрманлӑ тата ӳсентӑрансемпе пуян ҫӗр йӑрӑмӗ ҫинче мӗн авалтанпах хастар, хитре те пуян, кивӗ тӗне тытакан вырӑс ҫыннисем, гребен казакӗсем тесе чӗнекенскерсем, пурӑнаҫҫӗ. Ӑна Оренбурга хреснамӑшӗ патне ярӑпӑр: унта ҫарӗ те, тупӑсем те ҫителӗклӗ, крепость хӳми те чултан. Виҫҫӗш те ҫырлан хӗрлӗ сӗткенӗпе вараланса пӗтрӗҫ. Пухура эпӗ ӑна калаҫура поручик терӗм, мӗншӗн тесен вӑл та мана подпоручик терӗ. Хайхискер мана ытла чӑрсӑрланас шухӑш кӗрсе кайрӗ. — Эсир шанчӑклӑ тус, майор! Ҫакӑншӑн сире хӑҫан та пулсан тав тӑвӑп-ха. Эпӗ хам Дани чӗлхине пӗлмен пулин те, Ганс хыҫҫӑн хӑвӑрт пымаллине ҫавӑнтах ӑнланса илтӗм. Стручковӑн япаласем хумалли миххи санаторире выртнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне килти пекех туйнӑ, вӑл пурне те палланӑ, ӑна та пурте пӗлнӗ. Валя варринче, унӑн утма вӑйӗ ҫук, ӑна юлташӗсем ҫавӑтса пыраҫҫӗ, хӑй вӑл, Степанов «лайӑххӑн вилме тӑрӑшӑр» тенине астуса, тӳррӗн утма тӑрӑшать. — Хаклӑ тусӑм эсӗ манӑн, Архип Савельич! — тесе пуҫларӑм эпӗ сӑмахӑма. — Пӗтӗм кӑмӑлтанах, Евпсихий Африканович. Куҫне уҫнӑ. — Ман савнӑскерӗм! Пӳрт ҫунса кайсан — тепре туса лартма пулать, а вӑт лайӑх мужик ахалех ҫухалсан — ӑна юсама ҫук! Унтан тепӗр пирус туртса пӗтерчӗ, Маркона сывлӑх сунчӗ те хӑй ҫулӗпе тухса утрӗ. — Кай шуйттан патне, — эпӗ хамах вилетӗп! Арҫын ача йытта темиҫе хут пуҫне султарчӗ. — Динго «тӗрӗс» тет! Тӳрех шыва сикрӗм те ун патнелле ишме пуҫларӑм. Ҫак вӑхӑтра, шлем наушникӗсене тулнӑ тӗрлӗ тӗслӗ шав витӗр, вӑл Чеслов капитанӑн хӑйӑлтатакан сассине илтрӗ: — Хатӗр пулӑр! Чӑнах та, вилӗм часах унӑн пысӑк, хӑватлӑ ӳтне ҫӗре персе антарнӑ. Сасартӑк юрӑ татӑлчӗ, ҫывӑхрах пӑшал сасси илтӗнчӗ, урапана пулька пырса ҫапӑнчӗ, чеченла вӑрҫнисем, ҫухӑрашнисем илтӗнсе кайрӗҫ. Пӑшал хыҫҫӑн пӑшал печӗҫ, пулька хыҫҫӑн пулька утӑ лавне пыра-пыра ҫапӑнчӗ. Вара ача пархатарлӑн ҫиҫекен питне амӑшӗ еннелле ҫавӑратчӗ те, малалла та ҫаплах тимлӗн тӑнласа итленӗ май, унӑн аллисене хыттӑн чӑмӑртаса тытса, пуҫне сӗлтетчӗ. Пӗр вунпилӗк минутран йӑлтах тӗттӗм пулать. Пӗри, сӑнтан пӑхсан, 23 ҫулсенче, вӑрӑм пӳллӗ те хура сӑн-питлӗ, чалӑшрах шӗвӗр сӑмсаллӑ, ҫӳлӗ ҫамкаллӑ, кӑштах кулкаласа тӑракан ҫӳхе туталлӑскер, месерле выртнӑ та пӗчӗк кӑвак куҫӗсене хӗссе инҫетелле пӑхать; тепри ӳпне выртнӑ, сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫне чавсаланнӑ аллисем ҫине тӗревлесе, вӑл та таҫта инҫетелле пӑхать. Вӑл Буг урлӑ анлӑн каҫса каякан вӑрӑм, ҫӳренипе якалнӑ, ҫуталса тӑракан пӗве варринче тӑратчӗ. Тытӑн-ха, турӑ пиллӗхӗпе. — Шӑпах ҫавӑ, Гаррис, Уэлдон миссис ывӑлӗпе тата Бенедикт пиччӗшпе ун ҫине ларса кайма шутларӗҫ. — Ахалех… Унӑн йӳле янӑ, хул калеккисем тӗлӗнче тусанланса пӗтнӗ ситцӑ кӗпинчен тар, хӗвел тата тусан шӑрши перет… — Кӗрсе тух, куратӑн, хӑна пулатӑн! — Пӑхӑр-ха, пӑхӑр, пичче! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Ӑнсӑртран-и е темӗнле шалти туйӑмне пула, вӑл пит ӑнӑҫлӑн суйласа историллӗ сӑнлӑх ҫинче чарӑнса тӑчӗ:Ой, там на горi, тай женцi жнуть. Каччӑн сӑн-пичӗ тӗксӗм, тӳрккес. Эпӗ шлепкене хывса фермера ҫӗре ҫитех пуҫ тайрӑм. — Вӑл питӗ инҫетрен ишсе килни ҫинчен эпир ӗнтӗ халех тӗрӗссине калама та пултаратпӑр. Анчах ку туслӑх хама тунсӑхлатаканни марччӗ-ха. Ҫакӑн ҫинчен манӑн тӑлӑх арӑма пӗлтерес килчӗ. Шутла-ха эсӗ, пирӗн хыҫҫӑн тискер ӑйӑрсем хӑвалама тапратрӗҫ, вӗсем пире кӑштах ҫурса тӑкмарӗҫ. Усӑ курма пӗлет! Вӑл ҫак меслетпе ҫапӑҫма килӗшнӗ. Ҫӳлти пӳлӗм тӗттӗм тӗрме, аялти — виле шӑтӑкӗ пулнӑ. Ларать кунӗ-кунӗпе хӑйӗн Августина Христиановни патӗнче, вилес пек кичем хӑйне, ҫапах ларать… «Ватӑлса кайрӗ, — тесе шухӑшларӗ те Артамонов, ҫак шухӑш ӑна хӑйне те кӑмӑла кайрӗ. — Франци хаҫачӗсенче Le Таon ятлӑ вӑрттӑн хушаматпа политикӑллӑ фельетонсем ҫыракан ҫын вӑл мар-и? Малтан вӑл паллӑ кӗлӗсене шӑппӑн, хӑшпӗр сӑмахӗсене кӑна хытӑраххӑн каларӗ, унтан вӗсене пысӑк хавхаланупа хыттӑнраххӑн тепӗр хут каласа тухрӗ. Половцев, хӑраса ӳксе, унӑн ҫӑварне хӑйӗн сарлака алтупанӗпе хупласа хучӗ. — Снеффельс, — тесе тӳрлетрӗ кулкаласа господин Фридриксон. Хула ухмахӗ! Ыран валеҫме тытӑнатпӑр. Эсир мӗнле шутлатӑр, суять-и вӑл ҫакна е ҫук-и? Вӑл ҫӗр чавакантан ҫӳллӗрех, анчах та унран ҫинҫерех те тӑп-тӑпрах кӗлеткеллӗ пулнӑ. Аштымов патне мӗнле пырса лекнине тӳррипе каласа паратӑп. Ҫав вӑхӑтрах Фома ҫакна та асӑрханӑ: хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл пӗрре те хуҫа мар иккен, пӗр-пӗр кирлех мар уйрӑм пай анчах. Бурлак мучи вара: «Ачи вилет вӗт. Атте каллех малалла вӗҫтерчӗ — эпӗ ӑна тек хӑваласа ҫитеймерӗм, киле унран чӗрӗк сехет каярах юлса таврӑнтӑм. Анчах ҫынсем унӑн кӑкри йывӑррӑн сывламаннине, куҫӗсем малтанхи пекех сивӗ ҫулӑмпа ҫуталнине асӑрхайман. Кирек епле пулсан та кашни вырсарникун чиркӗве ҫӳретӗп, унтан пӗр сехет хушши евангели вулатӑп, кунсӑр пуҫне хам университета кӗрсен кашни уйӑхра иленекен шурӑ тӗслинчен епле пулсан та иккӗ ҫурӑ (вуннӑмӗш пайне) чухӑнсене паратӑп тата ҫакна никам пӗлмелле мар тӑватӑп: ыйткалакансене мар, никам пӗлмен чухӑн ҫынсене, пӗр-пӗр тӑлӑха е карчӑка шыраса тупатӑп та паратӑп. Вӑл …-ски губернине ревизи тума килнӗ. Вӑл халӗ асла тухнӑ, ман пата пирӗнпе тӑванла курнӑҫас кӑмӑлпа ҫырать, иксӗмӗре те Аркадипе пӗрле хулана пыма чӗнет. Нимӗҫсен колоннисене тытса чармаллах, полк ӑна тӑватех! Вӑл мана курмасть, ҫавӑнпа эпӗ юри сасӑ парас мар тесе шутларӑм, анчах ку манӑн куҫӑмсем умӗнче унӑн айӑпне пысӑклатрӗ кӑна. — Эпӗ… Ҫамрӑк графӗ вара, шӑл йӗрсе, манпа туслӑн калаҫма пикенчӗ. Калӑпӑр, темӗнле хаяр вӑй сывлӑша ниҫта куҫмалла мар пӑчӑртаса лартнӑ. Пӗтӗм Ҫӗр ҫинче ҫил те, тӑвӑл та ҫук тейӗпӗр, ҫанталӑк пирки пӗлтерекен хыпарсенче те ҫил ҫинчен асӑнма пӑрахрӗҫ тейӗпӗр, сывлӑш та хускалмасть пултӑр. Акӑ ӗнтӗ манӑн текех гувернер ҫук, манӑн хамӑн тӑрантас пур, ман ята студентсен списокӗнче пичетлене, ман портупея ҫумӗнче шпага ҫакӑнса тӑрать, сайра хутра мана будочниксем те хисепе хума пултараҫҫӗ… эпӗ пысӑк, эпӗ телейлӗ пулас. Вӑл хорунжие манма пултаряймарӗ, пӗрмаях ӑна вӑрҫса пычӗ. Тӗнчери революци пирки мӗнле сас-хура пур? Анчах хӑйне авланма ҫав тери ҫӑмӑллине астусан, ӑна темӗнле аван мар, тата, ҫитменнине, кулӑшла та пулса кайнӑ. — Нимӗҫсем вӗсем ӗлӗкренпех хӑйсене хӗнеттерме хӑнӑхнӑ. Хӗнеме тытӑн ҫеҫ вӗсене, мӗнпур мӑнаҫлӑхӗпе сӗмсӗрлӗхӗ вара, ҫавӑнтах, курланкӑ пек, шӑкӑлт ҫеҫ хӑйпӑнса ӳкет, тин вара хӑйсем чӑннипе мӗн иккенне куратӑн. Гусев ыйтрӗ: «Куратӑп: пӗччен ларатӑр, сирӗнпе вӑхӑта ирттерме ирӗк парсамӑр, пӗччене — кичем». Ҫемьепе ҫакӑн пек ӳкерттернине вӑл провинцири хуласенчи фотовитринӑсенче пӗрре мар курнӑ. Мӗншӗн ҫапла тӑвать-ши кун-ҫул? Ытти лавсем патӗнчен тата пилӗк ҫын — утнӑҫем хаҫатран пирус ҫавӑрма хут чӗре-чӗре илнине курсан, вӑл енчӗкне кӑмӑлсӑррӑн туртса кӑларчӗ. Панихида хыҫҫӑн инкӗшӗн килне каймалла, унта пумилкке сӗтелӗ хушшинче ашшӗ ҫилӗпе мӑкӑртатнине нумайччен итлесе лармалла пулчӗ: — Кам ухмахӗ лашасене выльӑхсем пусмалли хуралтӑна хирӗҫ тӑратма хушнӑ вара, э? — Мӗнле «руссиян» пултӑр тата? Чӳрече ҫинче икӗ чечек банки, пӗри — йӑмӑх-хӗрлӗ гераньпа, тепри — шупка астрӑпа. Халӗ эпӗ ют ҫӗршыв сӑмахӗсене вӗренме пуҫларӑм. Федька епле, э? Анчах ҫав вӑхӑтрах лешин качаки кӑрт туртӑнчӗ те, мӑйракисене пӑркаласа илсе, парк тӑрӑх сиккипе вӗҫтере пачӗ. Хӗрача, шари макӑрса ярса, ун хыҫҫӑн чупрӗ. Уҫӑлса тӑнӑ май, халат унӑн салтак чапне пытарман, Степан Иванович пӗтӗмӗшпех, кивӗ керзовӑй атӑ сӑмсинчен пуҫласа йӗпетсе «шӗшлӗ вӗҫӗ пек» ҫӳлелле пӗтӗрсе лартнӑ ҫинҫе уссийӗсем таранах, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче, раштав чух пичетлесе кӑларнӑ карточкӑсем ҫинчи ӗлӗкхи паттӑр вырӑс салтакӗ пекех курӑннӑ. Чиркӳре лайӑхчӗ, эпӗ унта, вӑрманта та хирте каннӑ пекех, канаттӑм. Кирек мӗн калӑр та, унӑн чун хавалӗ, ман шутпа, кирек хӑш хӗрӗнчен те ҫирӗпрехчӗ; чӑн-чӑн вутчулӗ тетӗп эпӗ ӑна. — Ан чӗн! Петр та калаҫма чарӑнса, Никита лартнӑ ҫӗмӗрт ҫулҫисем ҫине ҫумӑр хытӑрах та хытӑрах ӳкме тытӑннине итлерӗ. Анчах шӑтӑк умне ҫитсенех, тискер кайӑк шӑрши пуррине сиссе, йытӑсем чарӑннӑ та хӳрисене хӗссе каялла чакнӑ. Ӑна калаҫҫӗ: «Морфейӑнне, сирӗн превосходительство?» Анчах туртма пӑрахас тӗлӗшрен гайка унӑн пушӑрах. Халӗ ӑнлантӑм ӗнтӗ. — Ав лере, — сӗлтрӗ лешӗ аллине, паровоз енне кӑтартса. Пушар тивмен йывӑҫсем ҫинче вилесем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫынсем ирхи апат тӑвасшӑн, эсӗ ҫаплах ҫывӑратӑн. Ҫакна курасса пӗлнӗ пулсан, леш каҫхине эпӗ ҫырана ишсе тухма пулӑттӑм. Вӑл арчи ӑшӗнче мӗн пытарса усранине ман тахҫанах пӗлес килетчӗ. Колонна умӗнче пыракан нимӗҫӗ, темле куҫ хӑнӑхман симӗсрех кӑвак тӗслӗ шинель тӑхӑнса янӑскер, кайӑкла, хыттӑн тем кӑшкӑрса илчӗ те кӑкӑрӗ ҫинчен йӑлкӑшкалакан хура автоматне вӗҫертрӗ. Ҫилӗ ҫеҫ килет… Унтан агент алӑка тӗкрӗ. Паян эс, Ахиссар, караван йӗркелетӗн те майра-патшана Иаффӑри гаване ҫити ӑсататӑн, лерен вара — Египета, Суссаким фараон патне, — хушнӑ вал. — Эсир кунта? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл. Йӳҫӗтнӗ иҫӗм ҫырли, иҫӗм ҫырлипе пӗҫернӗ пашалу, чи лайӑх эрехне кӑларса лартрӗ. Вӑл леш, хӑйне уйрӑм, хӑйсен ҫӑкӑр-тӑварне ӗҫпе тупакан ҫынсем хушшинче анчах пулакан кӑмӑлпа хура халӑхла, тӳрккессӗн те мӑнкӑмӑллӑн хӑна турӗ. Апла пулсан, мана та канӑҫлӑ! — Мӗнле апла ӑс паракансем? — тенӗ Миките. Урайне чӑпар палассем сарнӑ, хыҫлӑ икӗ сакне килте тӗртсе тунӑ хӗрлӗ кавирсемпе витнӗ. Старик мӑшкӑласа лӑх-лӑх кулса илчӗ: — Начарланасран хӑратӑн-им? Тем пысӑкӑш ҫын, сарлака кӑна хулпуҫҫиллӗ. Король майри эпӗ ҫителӗклӗ калаҫма пӗлменнишӗн ырӑ кӑмӑлӗпе айӑпласах каймарӗ. — Конго пырне ҫитмелли ҫул сулахай ҫыранта пуль, ахальтен мар Негоро ҫак енӗпе килнӗ. Унӑн горничнӑйӗсен пурӑнӑҫ мар — чӑн-чӑн ҫӗр ҫинчи рай… Генерал шанчӑклӑн та кӑшт тирпейсӗртереххӗн ларнӑччӗ, лаши, юн анса тулнӑ ырӑ куҫлӑскер, мӑйне илемлӗн пӗкӗрӗлтерсе мӑкӑртнӑ та, ҫӑварлӑхне сӗтеклӗн кӑмӑртаттарса та тутинчен ҫӑмӑл шурӑ кӑпӑк ӳкере-ӳкере, ташлакан пиҫӗ утӑпа хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн пускаласа пырать. — Vive la Bulgarie, vive la repuвligue des Balcans! — тесе кӑшкӑрчӗ Фратю господин. Колчо хӗр-манахсене тӑрӑхлакан чиркӳ юррине юрласа ячӗ. Кимӗ тӗпӗнче эпӗ ҫурмаран хуҫӑлнӑ кӗсмен тупрӑм, ҫавӑнпа чылай нушаланнӑ хыҫҫӑн аран-аран пристане ҫитсе чарӑнтӑм. — Калаҫҫӗ сана абрексем тесе! — терӗ Лука. Гаврил пӑхса тӑнӑ-тӑнӑ та: «Эсӗ, вӑрман симӗс кайӑкӗ, мӗншӗн йӗретӗн?» — тенӗ. Пуртту ҫумӑнтах, хӑмӑт пӑявӗсене татса яр, часрах тат! — аллисене рупор пек тытса урамалла кӑшкӑрчӗ Степан Иванович. Оленин Марьяна патне чупса пычӗ те ӑна ыталаса илчӗ. — Ан пӑшӑрханӑр, Обердофер, — терӗ ӑна хирӗҫ майор. — Тӑватӑ ҫул каярах вӗсем, жуликсем, мунча тума укҫа пухрӗҫ. — Монбланран лутра-и? «Сывӑ пул, кӳме!» — шухӑшларӗ Егорушка. Кунта турра кӗлтӑвакан карчӑксем пур; ӗҫкӗ ӗҫекен карчӑксем пур; пӗр вӑхӑтрах ӗҫкӗ ӗҫекен, турра та кӗлтӑвакан карчӑксем те пур; ӑнланса илмелле мар майсемпе тӑранса пурӑнакансем, Калинкин кӗперӗнчен пасара ҫити, унта вунпилӗк пуса сутас тесе, кӑткӑсем пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк сӗтӗрекен карчӑксем пур; пӗр сӑмахпа каласан, унта этемлӗхӗн чи телейсӗр тӗпӗ нумайрах пурӑнать, пӗр политика экономӗ те вӗсен пурнӑҫне лайӑхлатмалли мелсем шыраса тупайман пулӗччӗ. Маларах пуртех те питӗ ансаттӑн туйӑнатчӗ. Юлашки вӑхӑтри вӑл хӑйӗн тусӗсем патӗнче пулса иртекен чуптумалли улахсене ҫӳре пуҫланӑ. Хуралласа пыраканнисен пушши вӗсен ҫурӑмӗсене, ытти телейсӗрсен ҫурӑмӗсене лекнӗ пекех, час-часах ява-ява илсе йӗрлет. Амӑшӗ, хӑ-вӑрт тумланкаласа, васкаса кухньӑна тухрӗ, вара алӑк умӗнче:— Кам унт-а? — тесе ыйтрӗ. Тепӗр эрнеренех!» — терӗ вӑл: — «Юрӗ!» — тесе килӗшрӗм эпӗ. Мӗнле те пулсан ӗҫ пур-и? Мана, выҫӑпа асаплантарнӑ, урасемпе таптанӑ, сурса мӑшкӑлланӑ ҫынна-и? Ҫапла вӑл каҫченех шурӗ. — Эсӗ вун виҫҫӗре, эпӗ вун саккӑрта. Кӗлте ҫинче чи ҫӳлте хӗр выртать. Унӑн кӗлетки ытларах та ытларах хӑрушла сарӑхнӑ шыҫӑпа тулса пычӗ, аллисем аран-аран хутланчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ карандаша та, апат ҫинӗ чух кашӑка та тытайми пулчӗҫ. Сире тавӑрас шухӑша эпӗ — хам ӑсран кайни вырӑнне хутӑм, ӑна пӑрахрӑм. Икӗ-виҫӗ эрне хушши вӑл питӗ хӑраса пурӑнчӗ, уншӑн кулленех ҫӗнӗ, хӑрушӑ инкек сиксе тухассӑн туйӑнчӗ. Ҫакӑ ӑна пӗр самантлӑха та канлӗх памарӗ. — Тӗрӗссипе акӑ мӗн, — терӗ Николай малалла. Эпир пурсӑмӑрта сана тав тӑватпӑр, хӑвӑрах куратӑр, эпир сана ҫакнашкал шанатпӑр, эпир сирӗн эмелӗрсене эрех пек ӗҫетпӗр. Ҫакӑн пек «ӑмӑрткайӑк» купецран ассигнаципе пӗр икҫӗр тенкӗ илет те, ҫӗтӗк пухма тухса каять. — Ҫук ӗнтӗ, вӑйлӑ ҫывӑрса кайнӑ пулас манӑн ҫут куҫлӑ чипер хӗр, — терӗ козак, юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн чӳрече умнерех пырса тӑрса. Анчах та кун пекки нимӗн те пулмарӗ — айӑпланакансем судьясенчен куҫ курми инҫетре пек, судйисем вӗсемшӗн ытлашши пек туйӑнчӗ. — Эх, эпӗ мансах кайнӑ! — терӗ хӗр вӑраххӑн. — Вӑт мӗн вӑл — этем тени! — асра юлмалла каларӗ Жихарев. — Мужиксем вӗсем пурте ҫавӑн пек! Ҫак каҫхине пулса иртнӗ хӑрушӑ ӗҫсем, ытла та уҫҫӑн асне килсе, ӑна тарӑхтарса тӑчӗҫ… Хуҫа хаш! сывласа илетчӗ: — Эхе-хе! Ун сӑмахӗсем тӑрӑх, мустангер ӑна пит юнаса тухса кайнӑ. — Мӗнле пулчӗ вӑл? Сирӗн салтаксем вӗт кашниех Иван ятлӑ. Икӗ сехет хушши пынӑ хыҫҫӑн, эпӗ пирӗн хунарсен ҫутти стенасем ҫине ӗлӗкхинчен тӗксӗмтерех ӳкнине асӑрхарӑм. Тата пирӗн старик тӗрӗсне каларӗ, хамӑр хушшӑмӑрта канашласа пӑхрӑмӑр та эпир, «Правда» хаҫатри ҫав статьяна вуланӑ хыҫҫӑн восстани тӑвас мар тесе шутласа хутӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ эпӗ пиччене малтанах шухӑшласа илнӗшӗн, стенаран шыв юхса тухакан шӑтӑка питӗрме хушманшӑн ҫав тери мухтарӑм. Огнянов чӑтаймасӑр сиксе тӑчӗ те:— Суятӑр, путсӗрсем, эпӗ кунтах! — тесе кӑшкӑрчӗ. Вӑл шурлӑх шывне шӑмпӑртаттарса каялла кайрӗ. Лавҫӑсемпе Константин ҫаплах-ха ун йӗри-тавра хускалмасӑр, тӗттӗм мӗлке пек курӑнса ларчӗҫ, вӗсем халь темшӗн паҫӑрхинчен нумайраххӑн пек туйӑнчӗҫ. Пурнӑҫ вӑл — илемлӗ япала, вӑл парнесем, йӑпанмаллисем, тӗрлӗрен вӑйӑсем ыйтать, пурнӑҫа кӑмӑла килентерсе пурӑнас пулать. Вара темле тӑруках илтсе яратӑн: пӗр минут малтанрах ҫеҫ шухӑша кайса чаплӑн ларнӑ пӗтӗм вӑрман халь ӗнтӗ темиҫе ҫӗр кайӑк сассипе тулать, ҫӗр ҫинчи чи таса чӗрчунсем чӑрманса хӑтланнипе тулать, ҫӗр ҫинчи илемлӗхӗн ашшӗ, этем, хӑйне йӑпанмашкӑн эльфсене, херувимсемпе серафимсене тата мӗнпур ангелсен чинне ҫав чӗрчунсем майлӑ туса шутласа кӑларнӑ. Санина Панталеонепе те паллаштарчӗҫ. Бомбардир шнуртан туртать, ҫӗр чӗтресе каять. Анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, вӑл ҫутӑ ҫапах та ӑшӑ паракан хӗвел ҫутти мар, темӗнле кичем ҫутӑ. — Чӑнах та, ман ят кирлӗ мар, эпӗ сире урӑх ят пама сӗннӗ пулӑттӑм, — терӗм. Эх пепке! Вӑл кушак ҫуринчен те мӗскӗнтерех! — Мӗншӗн кунта? Вара вӑл Айртонпа пӗрле хупах алӑкӗнчен кӗчӗ. Йӗр хӑвармасӑр каймалли пӗртен-пӗр ҫул — юханшыв патне ҫитсе ун юхӑмне май анасси. 3. ССР Союзӗнчи Совет влаҫӗн органӗсен ҫывӑхри черетлӗ суйлавӗсене ҫӗнӗ суйлав системипе туса ирттерес». Ах, ара-иҫ! — хыпаланса ӳкрӗ вӑл сасартӑк. Унӑн кӗлли тӗлӗнмелле те хурлӑхлӑ пулнӑ: хӑй шӑлнӗне вӗлернӗ тесе шутланӑ ҫыншӑн кӗл тунӑ вӑл. Эсӗ маннӑ та-и?.. Каюра шӑтӑкне ҫав кунах тӗплӗн питӗрни, ытти тыткӑнри ҫынсене хытӑрах сыхлама пуҫлани ҫинчен калама та кирлӗ мар. Халл капитан калашле, пингвинсен кӗске ҫуначӗсем шывра чӑн-чӑн ишкӗч пулса тӑраҫҫӗ, ҫак кайӑксем чи хытӑ ишекен пулӑсенчен нимпе те кая мар, ҫавӑнпа хӑш-пӗр чух моряксем вӗсене тунецсемпе пӑтраштараҫҫӗ. Улпучӗ лайӑх якатнӑ пӗр тӗслӗ шӑлаварпа пиншак тӑхӑннӑ, чыс паракан салтак пек, ним хускалмасӑр тӑрать; хырнӑ кӑвак янахне ҫӳллӗ каҫӑртнӑ. Брузжакӗ тимӗр решеткене сунтал ҫинче тытса тӑрать, Артёмӗ решеткене мӑлатукпа ҫапать. — Д-а-а… — Эпӗ апатсем пӗҫерместӗп, хатӗрлетӗп, хӗрарӑмсем — апат пӗҫереҫҫӗ, — терӗ вӑл кулкаласа; шухӑшлакаларӗ те тата каларӗ: Ҫынсем хушшинчи уйрӑмлӑх вӑл — ухмаххинче. Алексей ҫав куҫсене нумайччен пӑхса ларчӗ. Ҫумӑрӑн малтанхи сайра та йывӑр пӗрчисем ӳкрӗҫ. 120-мӗш страницӑра эсир 1909 ҫулта Франци астрономӗ Антониади тунӑ Марс ӳкерчӗкне куратӑр. Хӑвӑрт тул ҫутӑлса килчӗ. — Итлетӗп, — терӗ Полозов. Шӑнмасӑр, ун вырӑнӗнче пулсан кирек кам та шӑнмалла: иртен пуҫласа тепӗр ирччен пӗрмай тамӑкра вӑл. Тамӑкра, хӑвӑрах пӗлетӗр, пирӗн патри пек, хӗллехи пекех сивӗ мар, унта вӑл ҫӗлӗкне тӑхӑнать те, вучах умне тӑрса, чӑн-чӑн кухмистер пек ӗнтӗ, ҫылӑхлӑ ҫынсене киленсех ӑшалать. Раштав умӗн пирӗн хӗрарӑмсем колбасана ҫапла ӑшалаҫҫӗ. Эсӗ мӗнле шутлатӑн?». Кунашкал вырӑнӗнче мӗнпур улӑх анлӑшӗ хӑйне хӗвелтухӑҫӗнче хупӑрласа тӑракан сӑртсем таранах курӑнса выртать. Гленарван, Джон Мангльс, Паганель, Роберт, вӗсемпе пӗрле майор та пӗр-пӗринпе ытамланаҫҫӗ, переҫҫӗ, кулаҫҫӗ, ҫавӑнтах макӑрса та яраҫҫӗ. — Мӗн тумалла тата? — Э-э, пуҫларӑр философи ирме. Вӑл ҫыранран пӗр тӑватӑ мильре ҫавӑрӑнса кайнӑ пулмалла, вара, паллах ӗнтӗ, унӑн пассажирӗсенчен никам та хӑтӑлайман. Чӑнах та, эпӗ темле вӑйлӑ ораторах мар ӗнтӗ, ун вырӑнне манӑн, тӑванӑм, чышкӑм темле дискуссие те юрӑхлӑ! Сӗрекепе кашни хут ӑнӑҫлӑ сӗрмессеренех вӑл пӗр-пӗр пуллине ҫӳле ҫӗклет те, ӑна хӗвел ҫинче йӑлтӑртаттарса, хыттӑн кӑшкӑрать: — Пӑхӑр-ха, мӗнлескер! — Сирӗн вырӑна урӑх ҫын каять, эсир ӑна мӗн тумаллине тата мӗнле тумаллине каласа паратӑр, — юрать-и? — А эсир унпа калаҫатӑр та, ҫав вӑхӑтрах ӑна кураймастӑр та. Яков ҫемҫен кулчӗ: халӗ унпа урӑх ҫын, хаваслӑ, ырӑ кӑмӑллӑскер калаҫнӑ. — Пымӑстӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫак вӑхӑтра шкуна тата унпа пӗрле пыракан челнок шыв юхӑмӗпе хыттӑн пынӑ. Пирӗн организацире священниксем те пур. Вӗсенчен иккӗшӗ хаҫата та ҫыраҫҫӗ. Часах кустӑрма сасси инҫете кайса ҫухалчӗ. Анчах картта тӑрӑх вӗсен хыҫӗнче Анд тӑвӗсем пулмалла-ҫке. — Эсӗ ку ятпа мӗскер ҫинчен калатӑн-ха? — Ӑна эпӗ Телей бухти тесе ят патӑм. Тухтӑрпа бей арӑмӗ ҫинчен хывнӑ сӑмах ниҫта шӑнӑҫа пӗлми ӳссе кайрӗ. Манӑн юратнӑ герой савӑнӑҫлӑ король IV-мӗш Генрихчӗ, Беранже ҫырнӑ аван юрӑ ун ҫинченех каланӑн туйӑнатчӗ: — Вӑл мужика нумай ҫӑмӑллӑх панӑ,Вӑл ӗҫме те питех юратнӑ;Пӗтӗм халӑхӗ телейлӗ пурӑнсан,Ма ӗҫмелле мар-ха патшан? — Ҫакнашкал уявсенче, — хушса хучӗ вӑл, — мана яланах ҫакӑ тӗлӗнтерет: мӗншӗн ҫапла, паян, сӑмахран, вунпиллӗкмӗш число пулчӗ те, пур ҫынсем те сасартӑк тулли кӑмӑллӑ та хавасланса ӳкрӗҫ? Сӑттана вӑл, хӗрарӑм мар! — Мӗншӗн калатӑр эсир ку сӑмахсене, Халл капитан? — тӗлӗнчӗ Уэлдон миссис. Вӑл вӗсем тупа тунисене, юрату ҫинчен каласа панисене, ыран тул ҫутӑлнӑ чух мустангер кайма шут тытнине, вӑл часах каялла таврӑнма пулнине те илтсе тӑнӑ. Ҫӗтӗк-ҫурӑк тумлӑ Ванька, тилхепе вӗҫӗсемпе сулкаласа, пирӗн ҫунана хӑваласа ҫитет те, эпир ахӑлтататпӑр. Вӑл чи малтан кӗрес тенӗ ҫурт хула варринче, Крещатик урамӗнче ларать. Сывлӑша апата хӑнӑхнӑ пекех хӑнӑхӑр, ӑна сӑмсапа та, пырпа та ҫӑтӑр, унӑн тутипе шӑршине туйӑр, чи тутлӑ апатсене юратса хаклакан ҫын пек, унпа киленӗр, сывлӑша яланах кӑмӑллӑр. Эпир ҫитсе чарӑннӑ пастор ҫурчӗ — лутра ҫеҫ пӳрт, кӳршӗри ытти пӳртсенчен нимӗнпе те уйрӑм мар. Кунта эпӗ аллине мӑлатук тытнӑ, ҫине сӑран саппун ҫыхнӑ пӗр ҫын лаша таканланине куртӑм. Сутасси ӗнтӗ вӑл нимӗнле те пулма пултараймасть. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем пурте путсӗр. — Халӗ, тусӑмсем, — терӗ Гленарван, — кампанин ҫӗнӗ планне сӳтсе явнӑ ҫӗрте сире пурсӑра та хутшӑнма сӗнетӗп. — Пурӗпӗрех, пулас пекки пултӑр, ху телейрен ниҫта та тарас ҫук, — тесе хучӗ Павлуш хӑюллӑн, — хӑй каллех вут патне пырса ларчӗ. Елена ун ҫинчен Берсеневпа нумай калаҫрӗ. — Нимӗн те каламан. Ҫакӑн пек тӗттӗм ҫӗрте тӳрех каторжниксен йӑвине илсе пыракан ҫулпа Мюльредине шырама тухас текен ҫынна ӑссӑр теме те пулать. Ҫӗрле мӗн пулса иртни ун ӑшне калама ҫук вӑркатрӗ. Яланах ҫавӑн пек: унӑн калавӗсенчи усал, хаяр ҫынсем усал ӗҫ туса ывӑнаҫҫӗ те «пӗр хыпарсӑр ҫухалаҫҫӗ», анчах пуринчен ытларах Кукушкин вӗсене, ҫӳп-ҫаппа шӑтӑка кайса тӑкнӑ пек, монастырьсене ярать. Туалет сӗтелӗ ҫинче пысӑк мар куҫкӗски тӑрать. Ҫав пӗр сехет йывӑр та тӗлӗнмелле вӑрӑм пулчӗ; Яков кӗнеке шкапӗсем лартса тултарнӑ пӳлӗмри пукан ҫине ывӑнчӑклӑн ларсан, Нестеренко ӑна хуллен, темле итленӗ пек пулса, каларӗ: — Ну-с, сирӗн тусӑра шаккаса хучӗҫ. Ну, вара пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулса пырать. Павел ӑна хирӗҫ ларчӗ, Аким заместительне тинкерсе пӑха пуҫларӗ. Пӑру пекех макӑрать: йытӑ пар та йытӑ пар, тет… Унашкал ӳкерчӗксем эпӗ нихҫан та курман, ытла кичем вӗсем. Кистеневка хуҫи юлашки хут ӗнтӗ хӑй пӳрчӗн алӑк уратийӗ урлӑ каҫрӗ. Эпӗ йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӑм. — Ыйтрӑм — каламасть. Эсӗ пырса кӗнӗ галерея сана кунта илсе килмеллех, мӗншӗн тесен ҫӗр айӗнчи мӗнпур ҫурӑксем, хушӑксем, эпир хамӑр тӑракан пысӑк хӑвӑлран тӗрлӗ еннелле радиуссем пек саланса каяҫҫӗ пулмалла. Шӑрӑх каҫсенче, кун каҫа хӗрсе ларнӑ тимӗр тент айӗнче — пӑчӑ: пассажирсем таракансем пек пӗтӗм палуба тӑрӑх саланса каяҫҫӗ, ӑҫта килнӗ унта кайса выртаҫҫӗ; пристане ҫитес умӗн матроссем вӗсене тапа-тапа тӑратаҫҫӗ. Анчах вӑл калама чарӑннӑ. — Любишкин бригадине Щукарь мучие чиксе хутӑр, мана Лушка Нагульновӑна патӑр… Эпӗ ӑна епле те пулсан сахалтарах курма тӑрӑшрӑм. Аяккарахра, пӗчӗк сӗтел хушшинче, лётчиксен личнӑй ӗҫӗсен купи умӗнче, Зиночка ларнӑ. Вӑл крахмалпа хытарнӑ шап-шур халат тӑхӑннӑ, унӑн пӑхӑр тӗслӗ ҫӳҫӗсем марлӗрен тунӑ тутӑр айӗнчен аялалла усӑнса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпе вӑл пӗчӗкҫеҫҫӗн те илемлӗн курӑннӑ. Халь ӗнтӗ килте пӗччен юлнӑ чипер хӗр мӗн тунине пӑхар. Арча тӗпӗнчех тинӗсре ҫӳремелли кивелнӗ плащ, тӑварлӑ шывпа шуралнӑскер, выртать. Варя вара, телейлӗ те ывӑнчӑк кулӑпа ялкӑшса, хуллен:— Эсӗ мана та, вӑкӑрсене те асаплантарса пӗтертӗн. Ежов хӑйӗн чейне сывламасӑрах ӗҫсе янӑ та куркине чашӑк ҫине тӳнтернӗ. Тавлашар-и? Вӗсенчен пӗри. имшерскер, кукӑрӑлса ларнӑ шур сухаллӑ старик; кӑвак сӑхман ҫийӗн хулпуҫҫи урлӑ ҫыхса янӑ кӑвак хӑюсӑр пуҫне, вӑл ыттисенчен нимӗнпе те уйрӑм мар. Пӳрт хушшисемпе чиркӳ леш енче кӑвак юханшыв тӑсӑлса выртнӑ, тата леререх каллех тӗтреллӗ инҫет кӑвакарать. Унӑн тутинче, куҫӗнче тӗрлӗ туйӑмсем, хӗвеллӗ, ҫиллӗ кунхи пӗлӗтсен мӗлкисем евӗр, хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн курӑнса иртетчӗҫ. Казак ыйхинчен вӑранчӗ; эпӗ тумтир тӑхӑнса ларнине асӑрхасан питех те тӗлӗнчӗ вӑл, ҫапах та ӑна сӑлтавне каласа памарӑм. Ну, апла-тӑк — чарӑн, мӗншӗн тесен парти критикӑпа самокритикӑна пӗтӗм вӑйпа сармалла тесе кӑтартса парать. Самокритика мӗн-ха вӑл? Грушницкий чӑмӑрӗпе сӗтел ҫине ҫапрӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утма тытӑнчӗ. Эпӗ хама: эсир чӑнах та судьясем, никама пӑхӑнман тӳрӗ ҫынсем, тесе шухӑшлаттартӑм ӗнтӗ: — Суда сирӗн характеристика пӗртте кирлӗ мар! Тен эпӗ хам ӑна куҫӗнчен тинкеререх пӑхнӑ пулсан нумайӑшне ӑнланнӑ та пулӑттӑм. Пар-ха кунта. Пӑванпа Мартини пӗр-пӗрне чи малтан курсанах кӑмӑла кайман; вӗсен характер тӗрлӗ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем пӗр-пӗрне курайман. Аттене ҫын вӗлернӗшӗн тытса кайнӑ тесе анне виҫӗ хутчен каларӗ. — Ҫӗрле понтоннӑй кӗпер ҫинче хуралҫа вӗлернӗ. Ҫӗрле — ку ӗнтӗ иртнӗ каҫ пулать. Хуралҫи — ҫав хуралҫах, кӗперӗ — ҫав кӗперех. Шуйттан мурӗ пӗлтӗр-и ӑна? Эсӗ мӗнле? Тротуар ҫинче шыв кӳленсе тӑнӑ, шыв ҫинче сӑран атӑ мӗлкисем тӑсӑлса выртнӑ, ҫакна пула полицейски ҫав тери вӑрӑм та хӑрушла тискер кайӑк пек, ҫурри таран шывран тухма ӗлкӗрнӗ тискер кайӑк пек курӑннӑ. Вӑл хӑй те колхоза пырасси ҫинчен пӗлтерчӗ, халӗ ӗнтӗ виноград лартса тӑвас енӗпе ӗҫлекен бригадир Твороженкова тата Лена, бригадир-пахчаҫӑ, садра лараҫҫӗ, вӗсем пулас обязательствӑсене палӑртаҫҫӗ, кая юлса килекен табак лартса тӑвакансен бригадирне — Илья Ильич Твороженкова кӗтеҫҫӗ. Пин ҫуллӑха йӑлӑхтартӑн эсӗ мана! Кӗл ҫинче пӗҫернӗ улмасем питех тутлӑ, вӗсем пуринпе те килӗшрӗҫ, анчах упа сарри ҫинчен икӗ тӗрлӗ калаҫрӗҫ: пӗрисемшӗн вӑл тутлӑ пулчӗ, теприсемшӗн — йӗрӗнмелле те, шывак та, хытӑ та пулчӗ вӑл. Пӗрре суйса хунӑ хыҫҫӑн унӑн малалла та темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларма тивнӗ, анчах вӑл суйма пӗлмен, ҫавӑнпа та Оля патне ҫырнӑ ответсем кӗске те типӗ пулнӑ. Иван Яковлевич шуралса кайрӗ… Юлашкинчен вӑл куҫне уҫмасӑр, хӑракаласа, ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те чаршав ӑшӗнчи вырӑнӗ ҫине кӗрсе выртрӗ. Пӗчӗк чанпа нумай вӑхӑт, калӑпӑр, — темиҫе ҫул хушши, — усӑ курсан, вӑл, чан сассине юратакансем калашле, янравлӑрах пулса каять. — Манӑн нимле шухӑш та ҫук, — тавӑрчӗ Бенедикт пичче. — Эсӗ мӗн парас тетӗн мана? Ырӑ каҫ пултӑр, чунӑм! — Вара? Корчагин хӑй кунӗн пӗр пайне кунта ирттерет. Эпӗ ӑнланатӑп: офицерсем хушшинчи тытӑҫусем — вырӑнлӑ та кирлӗ япала. — Эхе! — терӗ комендант, лешӗн хӑрушӑ паллисене курсанах, вӑл 1741 ҫулта асаплантарнӑ пӑлхавҫӑсенчен пӗри пулса тӑнине палласа. Ҫырма пӑрахучӗ, яланах команда пурӑнакан вырӑн, ахаль ҫуртпа танлашмалла… Ҫук, ҫук, ун пек пулмалла мар, ун пек пулма пултараймасть. Хитре куҫӗсем, тӗксӗмленнӗ сарӑ стенасем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ хушӑра, ман пит ҫинче тата пуҫ вӗҫӗнчи табуретка ҫинче ларакан хӗрӗн пӗчӗк аллисем ҫинче чарӑна-чарӑна тӑратчӗҫ. Крыльца ҫинче вӗсене тепӗр ҫын кӗтсе илнӗ, унӑн та тумӗ штатски пулнӑ, тӑнлавӗсем кӑвакарнӑ. Ҫӳллӗ вырӑнта тӑнӑ чухне манӑн кӑмӑл яланах хавассӑн ҫӗкленет, эпӗ ҫак калама ҫук илемлӗ тавралӑха курса ытла та тӗлӗнтӗм. Кӑкӑр ачи те пурнӑҫлама пултарать-ҫке ӑна. — Калаҫса татӑлма сире автомат кирлӗ мар-и? Туррӑн мана пысӑк тӑкак кӳме нимӗнле сӑлтав та ҫук. Кӑмакаран пӗчӗк кӑвар кӑларса илсе пирусне тивертрӗ те вӑл, Костьӑн докуменчӗсене пит хытӑ сӑнаса пӑхрӗ. Лайӑххӑн сывлӑш ҫавӑрса илме те ӗлкӗреймерӗҫ кусем, арӑмӗ ҫенӗке чупса та тухрӗ, турчкапа. Ҫапла вара эпир таркӑнсен тата кимӗсен хушшине ҫитсе тӑтӑмӑр, кунта канлӗнех сывлӑш ҫавӑрса илме пултартӑмӑр. — Халь сирӗн пата мӗн чул ҫывӑх, ҫавӑн пекех ҫывӑх пулнӑ. Тепӗр кунне утӑ та пулчӗ. Эпир Триумфальнӑйри скверта, Мускав варринче чуптурӑмӑр. Ҫак скверта пире виҫӗ шкул — хамӑрӑн, 143-мӗшпе 28-мӗшсем — курма пултарнӑ. Анчах пӗлӗр: тӗн вӑл, тенех пулса юлать, эсир кирек мӗн тусан та, пирӗн историре вунпилӗк ӗмӗр хушши король хуҫаланса пурӑннӑ факт, вӑл фактах пулса юлать, Франци авалхи аристократине пуҫсӑр хӑварсан та, вӑл сиртен ҫӳлте тӑрать. Санӑн ҫыруна, эсӗ Миронов хӗрне Марья Ивановнӑна качча илме пирӗнтен ирӗк тата пиллӗх ыйтса ҫырнӑскерне, ҫак уйӑхӑн 15-мӗш кунӗнче илтӗмӗр, сана хам енчен пиллеме тата ирӗк пама шутламастӑп та ҫеҫ мар, тата сан патна ҫаврӑнса ҫитсе, ҫавӑн пек иртӗхнӗшӗн сана, офицер чинӗнче тӑратӑн пулин те, ачана ӑса кӗртнӗ пекех вӗрентес тетӗп; мӗншӗн тесессӗн эсӗ, сана, хӑвӑн пек пуҫтахсемпе дуэльсем тума мар, тӑван ҫӗршыва сыхлама панӑ хӗҫе ҫакса ҫӳреме тивӗҫлӗ маррине кӑтартрӑн. — Эсӗ йӑпӑлтатма вӗреннӗ, Флоринда. — Кисренмерӗ те! Ҫӗрле пулнӑ пирки нумайӑшӗ кутамккисене пуҫ айне хурсанах ҫывӑрса кайнӑ; хӑш-пӗрисем арӑмсемпе юнашарах выртнӑ; — Эпир ӑна тӗттӗм коморӑна. — Савӑн, таса хӗр Мария, — тесе кӗлӗ сӑмахӗсем каларӗ те вӑл, Джулийӗн кӑмӑла йӗрӗнтерекен кӑтрисене курас мар тесе тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ефим ӑна илсе аллинче ҫавӑркаларӗ, унтан аяккалла хурса лӑпкӑн кӑна:— Ку иртсе кайнӑ вӑл! — терӗ. Урисене ҫӗр ҫумне кӑшт ҫеҫ перӗнтерсе, тикӗссӗн те пиҫҫӗн пусса ҫывӑхарать вӑл леш хаклӑ йӗр патне. — Айӑплӑ, — тесе мӑкӑртатса илчӗ старик. Эп горкомхозран мар, хамран ӗҫлетӗп, — частник эппин, — ӑнлантарчӗ Аркаш пичче, йывӑҫ урисемпе шыва кӗрсе тӑрса, лодкӑна ҫыран патнелле тӗртсе. Ҫак вӑхӑтра вӑл сасартӑк Клавдия Михайловнӑпа Комиссар хушшинчи калаҫӑва илтрӗ. Кайран, пурнӑҫра йывӑр килнӗ самантсенче, вӑл ҫав калаҫӑва пӗрре кӑна мар аса илчӗ. Ялт хыпса илекен ҫутӑпа кӗтмен ҫӗртен килсе тухакан тӗттӗм пӗр-пӗринпе улшӑнса тӑнине пула таврари япаласем тем пысӑкӑш курӑнаҫҫӗ, хуралта тӑракан салтаксем аякран темӗнле мӗлкесем пек туйӑнаҫҫӗ. — Хӑрушӑ («мӗнле хӑрушлӑх ҫинчен калаҫать вӑл, Севернӑйра лараканскер», шухӑшласа илчӗ Козельцов), ҫук пурнӑҫпа пурӑнма тӳр килет, нимӗскер тупма ҫук, — терӗ вӑл каллех Володьӑна. — Вӑл каллех шӑрпӑк ҫутрӗ, тӗтӗм палкамне кӑларса ячӗ. Мэтр Жозеф Обарэ, суд мӗн иккенне лайӑх пӗлсе тӑраканскер, сӑмсине хыҫкаласа илсе, ҫапла ответленӗ: — Ман шухӑша пӗлесех тетӗр пулсан, каласа парам. Эпӗ ӑна ҫав сӑлтавсем питех те нумаййи ҫинчен, анчах вӗсенчен чи паллӑраххисем ҫинче ҫеҫ чарӑнса тӑрасси ҫинчен каларӑм. Тинӗс тӗсӗ ҫумӑр ҫунӑ сехетсенче те ҫуллахи пекех кӑвак. Алла чавса таран шыва чикес пулсан, кӗпе те кӑвакарассӑн туйӑнать. Вӑл юнашар пӳлӗме кӗчӗ; кӗнӗ-кӗменех, мӗн те пулин курса юлма ӗлкӗричченех, йӳҫенкӗ кӑмсӑк шӑрша пула унӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ; ҫав шӑршӑ кунта пысӑк пӳлӗмринчен чылай вӑйлӑрах сисӗнет, ахӑртнех, пӗтӗм пӳрчӗпех вӑл ҫакӑнтан сарӑлать пулас. Базаров тӑрантас ӑшӗнчен пуҫне кӑларса пӑхма пуҫларӗ, Аркадий пуҫне хӑйӗн юлташӗ ҫурӑмӗ хыҫӗнчен кӑларса пӑхрӗ те улпут ҫурчӗн крыльци ҫинче ырхан, шӑртланса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ, ӑмӑрткайӑкӑннн пек шӗвӗр сӑмсаллӑ, кивӗ ҫар сюртукне йӳле ярса тӑхӑннӑ ҫынна курчӗ. Вӑл турткаланакан ӳте аран чарчӗ, пулӑшу ыйтнӑ пек аптраса йӗри-тавра пӑхкаларӗ. — Акӑ мӗн, Брузжак юлташ, атя иксӗмӗр калаҫса татӑлар: эсӗ ӳлӗмрен лирикӑпа ан аппалан, юрать-и? Манӑн Викторӑм пулмасан, эпӗ ӑна хуҫса шӑпӑр тунӑ пулӑттӑм. Чӑн калатӑп! Нойпа пӗрле хам ҫӳренӗ пулсан, эпӗ ҫав ухмах асаттене арӑслан, тигр таврашсене, упасене тата ытти ҫавӑн пек сиенлӗ те усӑсӑр чӗрчунсене хӑйӗн кимми ҫине илме чарнӑ пулӑттӑм. Вӗсен шыв тулнӑ вӑхӑтра пурин те пӗтмелле пулнӑ! — Антон Пафнутьич, — терӗҫ темиҫе сасӑ. Ҫынсем хам ҫинчен: Володя мӗн тӑвать, вӑл та упӑтелле ҫавӑн пек хӑтланать, тесе каласран шикленсе, эпӗ В. Адам лашисене туянасшӑн пулмарӑм, анчах магазинта сут тӑвакан вашават ҫынна чӑрмав кӳнӗрен пӑшӑрханнипе васкаса, эпӗ чӳрече ҫинче тӑракан хӗрарӑм пуҫне, гуашьпе тунӑскере, суйласа илтӗм те уншӑн ҫирӗм тенкӗ тӳлерӗм. Тата, ун чухне каланӑ пек, Говэн тивӗҫлӗ вырӑнта пулассине шанса тӑнӑ. Сорчӗ те сорт мар, ҫырлисем те, ӑнланатӑн-и, кӗтмел пек кӑна. Лена балкон ҫине чупса тухрӗ те аялалла, тӗттӗмелле пӑхрӗ. — Вӑл каларӗ: эпӗ кӑтра, лайӑх терӗ, акӑ! Чухӑн ачи пулнишӗн — айӑплӑ-им? Арман хуҫи арӑмӗ тӑчӗ те тӗттӗмлӗхре ҫухалчӗ. — Шӑпах ҫапла, генерал. Ҫук, ку шапасем мар… Хӑп вӑкӑрӑсем патӗнчен, усал тӑшман! Ҫав вӑхӑталлах ун патне хӑй хулинче пурнакан пуян та ырӑ кӑмӑллӑ пӗр каччӑ, ача чухнехи тусех, ҫураҫӑва ҫӳренӗ. Ӗҫ тухрӗ-и? Вӑл ӳсӗрччӗ. Ҫӗр ҫӑттӑр! Эпӗ хам голова. Вӑт мӗнле, апла та капла та мар… — терӗ вӑл, пӗр пӳрт патне пырса. Пычӗ те чӳрече умӗнче чарӑнса тӑчӗ, чӳрече кантӑкне хыпашла-хыпашла, алӑк хӑлӑпне шырама пуҫларӗ. Ӑна ӑсатма кайрӑм. Затвор клинӗн пушӑ шӑтӑкне напильник чиксе, Озеров васкаса ӑна пуртӑ тӑршшипе яра пачӗ. Вӑл чыхӑнса кайса ӳсӗрме пуҫланӑ, пӳлӗм тӑрӑх чупса ҫӳресе, ухмаха ернӗ пек хӑлаҫланса, нумайччен кахлатнӑ. — Ҫав самантра хам ҫунат ҫинче ҫакӑнса тӑнине аса та илмен… Вӑл хӑй план туса ҫав план тӑрӑх ҫурт лартнӑ, тӑла хапрӑкӗ тунӑ, хӑйӗн тупӑшӗсене виҫӗ хут ӳстернӗ, вара хӑйне хӑй мӗн пур таврара чи ӑслӑ ҫын вырӑнне шутла пуҫланӑ, ҫапла шутланине ӗнтӗ ун патне хӑйсен ҫемййисемпе тата йыттисемпе хӑнана пыракан кӳршисем те хирӗҫ пулман. Княжна ларчӗ, хӗрлӗ ҫӑм тӗрки илчӗ, мана хӑйне хирӗҫри пукан ҫине кӑтартса, ҫӑм тӗркине тимлесе салтрӗ те мана тыттарчӗ. Е хӑвӑн сывлӑхна, е унӑнне, тепринне юсамалла, е учительсемпе, репетиторсемпе, гувернанткӑсемпе айкашмалла, — пурнӑҫӗ вара пуш-пушах иртет. Хӑлатсем ҫывӑрма вӗҫсе кайнӑ. Ытти козаксем вара, кунта юлаканнисем валли те, лере каякансем валли те ӗҫ нумай пулассине пӗлсе, пурте сыв пулӑшаҫҫӗ. «Эпӗ вӗсенчен пӗртте япӑх мар, эпӗ, Голышев пек, вӗсен чунне кӗме тӑрӑшмастӑп, манӑн вӗсене воспитани те парас килмест», — шухӑшларӗ вӑл вӗчӗрхенсе. Ку вӑл эпӗ укҫа парса илнӗ пӗрремӗш ӑслӑ кӗнеке пулнӑ, вӑл манӑн ҫак таранчченех упранса пурӑннӑ. Ҫынсем Андрей Гаврилович киле тухса кайни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Троекуров ҫийӗнчех Андрей Гавриловича хӑваласа ҫитме, ӑна каялла илсе килме хушса ҫын ярать. Йыттӑн паха енӗсене ҫав тери витӗр пӗлсе, вӗсене тивӗҫлӗн хаклама пултаракан, сунарҫӑсен тӗрлӗ тавлашӑвӗсене пӗр йӑнӑшсӑр татса паракан Дубровскисӗр вӑл ӗмӗрне те сунара ҫӳремен. Ут утланса сиккипе вӗҫтерсе кайнӑ тарҫӑ, хӑнасем сӗтел хушшинчен тухса ӗлкӗричченех, каялла тавӑрӑнать те, хӑйӗн улпутне Андрей Гаврилович вӑл мӗн хушнине итлеменни ҫинчен, каялла тавӑрӑнма кӑмӑл туманни ҫинчен каласа парать. Кирила Петрович, ӗҫкеленипе яланхи пекех хӗрсе кайнӑскер, тарӑхса, ҫав тарҫах Андрей Гаврилович патне тепӗр хут ярать. Дубровский, Покровскине таврӑнса, унта выртма юлмасан, вӑл, Троекуров, унран ӗмӗрлӗхех сивӗнет тесе калама хушать. Тарҫӑ каллех вӗҫтерет. Кирила Петрович, сӗтел хушшинчен тӑрса, хӑнасене ӑсатать те ҫывӑрма каять. Тепӗр кунне вӑл чи малтан: «Андрей Гаврилович кунта-и?» — тесе ыйтать. Вӑхӑт ирттерсе тӑмасӑр, эпӗ Генри Пойндекстер лаши ҫине сиксе хӑпарса лартӑм, турӑ лаша итлесе ман хыҫҫӑн кайрӗ. Ҫапла эпир сеттльмент еннелле кайрӑмӑр. Лешӗн патне, астӑватӑн-и? ятӑн-и? — Тетка, вырӑна! — тесе кӑшкӑрнӑ ӑна палламан ҫын. Магнитостройра КИМ ялавӗ айӗнчи Корчагинсен ӑрӑвӗ вырӑнне тӑнӑ ҫамрӑк тантӑшсем мӗнле ҫӗнтерӳсем туни ҫинчен радио хыпар илсе ҫитерсен, Павел ҫав тери савӑнса кайрӗ. Елена, хӑй те сисмесӗрех, Инсаров «турӑ пӳрнинчен» лайӑхрах ҫын пуласса кӗтнӗччӗ. Халӗ вӑл унтан хытӑрах кайни кирлӗ те пулман. Митя та, ашшӗ пекех чӗрӗ те хӗрелсе кайнӑскер, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче пӗр кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара урисемпе унӑн ялти пальто ҫинчи пысӑк тӳмисене ҫаклаткаласа, сиккелесе ларать. Фрося!..» — Иртсе кайнӑ пулӗ тетӗп. Пӗр-пӗр чул тӑпра ӑшне тарӑн кӗрсе ларнӑ пулсан, ӑна чавса кӑларас тесе ехусем кунӗ-кунӗпе тӑрмашма хатӗр. Вӑл сывах, часах курӑп та ӑна эпӗ». — «Григорьев капитан хӑй экипажӗпе». Капендюхин аллинче икӗ ретлӗ хуткупӑс, ҫамрӑк Виктор Салаутин, хура курак чӗппи пек, калаҫма юратманскер тата хураскер, бубен илнӗ те таччӑн тыттарнӑ сӑранӗ тӑрӑх пӳрте сӑтӑрать, сӑранӗ хуллен пӑнтӑртатать, шӑнкӑравӗсем ҫынна хӗтӗртмелле шӑнкӑртатаҫҫӗ. Гленарван тӳрех:— Часрах кимӗ парӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Пӗрмаях мӗн те пулин ҫухатнӑ пулӑттӑм… Пуринчен ытла — кӑткӑс маррисем. Эсир вӗсем мӗнле шӑпланса ларнине курсанччӗ; эпӗ «нимле подданичество та кирлӗ мар!» тесе алӑ султӑм та канцеляринчен тухса кайрӑм. Мӗн тӳссе ирттернипе тӑнран тухас патне ҫитнӗскер, йывӑррӑн сывласа, кӑкринче темскер тирнине туйса, амӑшӗ:— Эсир маншӑн ан пӑшӑрханӑр… — тесе мӑкӑртатрӗ. Ыттисем манпа пӗрле юлччӑр. Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна хама ҫиленме, хӑй ӑнланман вырӑнсенче мана чарса ыйтусем пама хушмарӑм. Эпӗ ӑна хам Англи ятлӑ утрав ҫинче пурте хисеплесе тӑракан ҫемьере ҫурални ҫинчен, манӑн аттепе анне мухтанма юратман тӳрӗ ҫынсем пулни ҫинчен каласа патӑм. — Илӗр-ха, чӑмлакалас пулать, — Васютин кӗсйинчен ҫыхӑ кӑларчӗ те Воропаева бутерброд сӗнчӗ. Евгений Васильевич, паллаштарӑр-ха мана хӑвӑрӑн… вӗсемпе… — Ҫакӑнта алт акӑ, — терӗ Юргин. Смион хаджи ун хыҫӗнчи партӑ хушшинче ларать те, хӑй патӗнчи ҫынсене вӑл Бухарест театрӗн залӗ кунти залран самай пысӑк тесе каласа кӑтартрӗ, чаршав ҫине ӳкернӗ сенӗк мӗне пӗлтернине те вӑл ӑста ӑнлантарса пачӗ. — Сухалне ма вара ҫав териех ӳстерсе ятӑн? Час-часах чӳрече ҫинче вӗсене пӑхса ларатӑп. Кам килет унта, пӑх-ха! 1872 ҫулта Пысӑк кӳлӗсен таврашне Ливингстона шырама кайнӑ Стенли американецӑн экспедицийӗ йывӑрлӑха лекнӗ текен сас-хура сарӑлнӑ. Питех хытӑ юратнӑ ҫамрӑк хуҫине ҫухатни, тата хӑйне пит шанса тӑракан ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ хуйхӑрни, унтан тата капитан Кассий Кольхаун атӑпа тапни те пулӗ, — ҫав пурте мӗскӗн негра хытӑ хуйхӑртнӑ. Виҫҫӗмӗшӗ, вӑрманта, пуртӑ сассисем янӑранӑ ҫӗрте, йывӑр ӗҫре, куҫса килнӗ ҫынсен хуйхӑ-суйхӑллӑ пурнӑҫӗнчен тытӑнать. Ҫак ҫӗршывӑн историне аса илет вӑл, унӑн ӑс-тӑнӗнче усал хыпарлӑ образсем мӗлтлетсе иртеҫҫӗ. Мускавран фронт штабне — Харькова, кунтан 14-мӗшпе 12-мӗш армисен штабӗсене тӳррӗн калаҫмалли проводсем пӗр канми шаккаса тӑнӑ. Бойко шӑппӑн йӑл кулчӗ. — Юрать. Паллах, ку шухӑш малтан ҫамрӑк ҫын пуҫне пырса кӗнӗ, унтан Мария Гавриловнӑн романтикла ӑс-пуҫне те килӗшсе кайнӑ. Унтан вӑл:— Енчен те эп ӑна каласа парсан?.. — тесе ыйтрӗ. Ҫав ӗҫмелли япалан пӗр тумламӗ халӗ маншӑн пит усӑллӑ пулать. Марьянка килӗшмен пек пуҫне сулкаласа илчӗ, анчах хӑй кулкаларӗ. — Янки, янки! Ҫакӑн пек тумланнӑ Огнянова паллама та ҫук. Ан чӑрмантарӑр мана. — Тӳррипех калатӑп, Елена, сисмен. — Эсӗ ак мӗн, Алексей Вениаминыч, — терӗ вӑл Воропаев ҫине пӑхмасӑр, — эпӗ хам патӑма каятӑп, эсӗ те пушаннӑ хыҫҫӑн манӑн машина ҫине лар та ху патна вӗҫтер! — Вӑт ку вӑйлӑ та вара! — терӗ король, герцога хулпуҫҫинчен ҫапса. — Вилнӗ хыҫҫӑн, тен, ҫавӑнта тӗл пулатпӑр эпир санпа, патша? — сехӗрленчӗклӗн ыйтнӑ Суламифь. — Аҫу патӗнче ӗҫленӗ ватӑ экономка патне-и? Вӑл унпа чей ӗҫнӗ хушӑра калаҫса кайнӑ, ӑна питӗ кӑмӑла килнӗ. Артамонов ҫак ҫынсем чӑн-чӑн ҫынсем маррине хӑйӗн пӗтӗм ӑшчиккипе туйнӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн шӑллӗне, пысӑк та кирлӗ ӗҫӗн ҫур хуҫи шутланакан ҫынна, — ҫавсем мӗн тума кирлӗ пулнине ӑнланайман. — Ҫук, Акимка ӑна. Ҫывӑхранах питӗ ерипен пӗр уҫӑ машина иртрӗ. Хускаласси-тӑвассине те вӑл йӑлтах урӑхла, темле, ытла тӑрук, вӑр-вартарах хускалма тытӑнчӗ. Ҫапла ҫеҫ. Ҫӗркаҫах уҫӑ хӑварнӑ кантӑк витӗр садран ирхи уҫӑ сывлӑш сӑрхӑнса кӗрет. Патагонец тӑнласа итлерӗ, анчах хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Инсаров та ун аллине чӑмӑртарӗ; анчах вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхмарӗҫ… — Эсир тӳре кӑмӑллӑ ҫын, Карл Иваныч! — терӗ мана атте, вара чуптуса илчӗ. Кунӗпех выҫӑ ҫӳренӗ Вланг, кӗсьинчен ҫӑкӑр татӑкӗ кӑларчӗ те, чӑмлама тытӑнчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах вӑл Володя ҫинчен аса илчӗ те сасӑпах макӑрса ячӗ. Ҫывӑхрисем ун-кун пӑхкаласа илчӗҫ. Чӑнах та, вӗсем часах ман ҫине пырса тирӗнчӗҫ. Атте аннене ыталарӗ те ӑна темиҫе хутчен чуптуса илчӗ. Ҫавна та ман Пурнӑҫ Кӗнекин пӗр-пӗр страници ҫине ҫырса хунӑ пуль, тетӗп. Аха! — Да!.. Анчах манӑн малашне хампа мӗн пулассине питӗ пӗлес килет, — терӗ Павел. Бажанова унӑн сӑмахне шӳтпе ирттерсе ячӗ. Ҫак каҫ Павел хӑйне малашне мӗн пуласса пӗлеймерӗ. Сана суда паратпӑр. — Туйне мӗнле ирттереҫҫӗ вара вӗсем? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран. Анчах та вилнӗ Алексей Григорьевич Орлов-Чесменский графа ҫитекенни пӗри те ҫукчӗ. Симурден суда хӑвӑртрах ирттересшӗн тата тӗрмерен суда, судран асаплантарса вӗлермелли вырӑн пайне каймалли ҫула кӗскетесшӗн пулнӑ. Хӑвӑртрах! Жозе-Антониу Алвишпа Коимбра португали-африка чӗлхин хутӑшӗпе калаҫаҫҫӗ. Лиссабонра ҫуралса ӳснӗ ҫын ҫак чӗлхене ӑнланайман пулӗччӗ. — Асли тата? Власова Сашӑн сӑмахӗсене итлесе ларчӗ те, ялан хытӑ кӑмӑллӑ пулнӑ хӗр халь ҫемҫе те савӑнӑҫлӑ пулни ӑна килӗшрӗ. Ҫапла вара, пирӗн куҫа Хӗвелтен Уйӑх ҫине ӳкекен ҫуттӑн пӗчӗк пайӗ кӑна лекет. Ҫапах та Магеллана инҫе ҫула каймашкӑн экспедици хатӗрлеме епле шаннӑ-ха? — Ҫук, акӑлчансем. Ку таранччен манӑн хӗҫпӑшал телейлӗ пулнӑччӗ-ха. «Питӗ ҫыхӑннӑ», — тет те ӑна хирӗҫ Макар, каллех ӑна ларма ыйтать, сӑпайлӑн пукан ҫине лартать. Ҫитменнине тата ҫав кашкӑр мӗншӗн пӗтӗмпех ула-ха, мӗншӗн вӑл ахаль чухнехи пек сӑрӑ мар? Комиссине евит тӑвас мар-ши? Ҫичӗ ҫул хушшинче ҫут тӗнче ҫаврӑнса ӳкмерӗ-и вара? Хӑмӑр тӗслӗ талпиҫен тӑпкисем кичеммӗн ҫӗр ҫумнелле усӑннӑ, тӗмеске аяккисем тӑрӑх, чӑн тӳпинчен пуҫласа аяла ҫитичченех, сап-сарӑ мамӑклӑ кӑлкан тӗмӗсем сарӑмӑн-сарӑмӑн сарӑлса выртнӑ. «Мӗн калаҫатӑп-ха эпӗ? — шухӑшларӗ Оленин ҫак сӑмахсене каланӑ хушӑрах. Комиссар ҫав вӑхӑтра ҫаплах асапланчӗ. Вӑл саспалли хыҫҫӑн саспалли каласа тухрӗ те ӑнланмалла мар ҫакӑн пек сӑмахсем йӗркеленсе тӑчӗҫ: Ҫырса пӗтерсен, пичче хут листине хӑвӑрт ярса илчӗ те: — Мӗне пӗлтерет-ха ку? — тесе ыйтрӗ хӑй тӗллӗн темиҫе хутчен. Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ. Атӑ хӑйне кирлӗ марри ҫинчен Лена каламан пулсан, тен вӑл Воропаевран ҫӗнӗ атӑсене упраса хӑварма ыйтма та тытӑнатчӗ пулӗ. Ушкӑн варринче, мӑчавӑрсемпе иккӗмӗш пророксен хулпуҫҫийӗсем ҫинче, хаклӑ йывӑҫран тунӑ, ӗнчӗсемпе, пил шӑммипе те ылтӑнпа илемлетнӗ хупӑ «наос» ҫӗкленсе тӑнӑ. — Ну, ачам, эсӗ ӑҫтан килнӗ, епле эсӗ Тришка ҫинчен те пӗлместӗн? Кимӗ ҫаплах юханшыв тӑрӑх тӗттӗмре малалла шурӗ. Чи пысӑк ҫынпа чи пӗчӗк ҫын хушшинчи уйрӑмлӑх та чи пысӑк кӑткӑпа чи пӗчӗк кӑткӑ хушшинчи уйрӑмлӑхран пӗчӗкрех. Сӑмах ҫын ҫинчен мар, тутӑхнӑ тимӗр татӑкӗ ҫинчен пынӑ пек. Пӗтӗмӗшпе илсен, Галлипе Риккардо унпа килӗштерсе пурӑннӑ. Эпир Шур Атӑлӑн сарӑ шывӗсем, Атӑлӑн хурҫӑ тӗслӗ шывне юхса кӗнӗ вырӑнтан иртсе пынӑ чух, вӑл ҫурҫӗрелле пӑхрӗ те, ҫилӗпе: — Сволочь, — тесе мӑкӑртатса илчӗ. — Командир, эпӗ вӗсене паллатӑп, эсир ак вӗсене лайӑх пӗлетӗр! — хирӗҫ тавӑрчӗ Гакуаль. Ҫавӑнпа санран ирсӗр шӑршӑ персе тӑрать… — терӗ Разметнов сиввӗн. Ҫӗнӗ ҫултан эпӗ лайӑх хаҫат ҫырӑнса илетӗп, вӑт ун чухне вула вара… Тул ҫутӑлас умӗн, лашисене кӑпӑка ӳкерсе, районти врач-хирург ҫитрӗ, ҫамрӑк хӑй, ҫулне кура мар шухӑшлӑ ҫын. Алексей, аллинчи туйине сулса илсе:— Эпир мӗнле ӗҫленине курсан, вилнӗ аттемӗр савӑннӑ пулӗччӗ, — терӗ. Тӳрем вырӑнта вӗсем сас-чӗвӗсем илтнӗ — кӑна ҫеҫенхир чӑххисем, шӗвӗр хӳреллӗ ӑсансем кӑшкӑрнӑ. Патнерех ҫывхарсан вӗсем пысӑках мар тополь ҫинче ларакан кайӑксене курнӑ. Вӑл унта иккенне тӗрӗксене пӗлтерме те ӗлкӗрнӗ, тикансем курнӑ, тет, ӑна… — Ара; ирхи апат ҫинӗ чухне сӗтел ҫине лартма. Вӑл пӑртак пуҫне ҫавӑрчӗ те, йывӑр манӑҫран хӑтӑлма тӑрӑшнӑ пек: — Мӗскер, аттеҫӗм? — терӗ. Ну, вӑл пулма пултарать… Эпӗ ҫулталӑк шухӑшласан та ҫав сӑмахсене шухӑшласа кӑларайрас ҫук. Эпӗ каллех палуба ҫине ларатӑп. — Вӑл тӑрантаспа та пырать, — пӳлсе хучӗ ӑна Аркадий ҫурма сасӑпа: — эсӗ уншӑн, тархасшӑн, ан чӑрман. Чи чӑтӑмлисем те вӑйран кая пуҫларӗҫ. Разметнов хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ хӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, — унӑн яланах кулса тӑракан тутисем халӗ пачах та кулмарӗҫ. Аллисем чипер, таса та мӑнтӑркка алӑсем, урисем ҫав тери кукӑр, утнӑ чух вӑл хӑюллӑн тата кӑшт мухтанарах яра-яра пусать, ку ӗнтӗ батарея командирӗ именсех кайман ҫын иккенне кӑтартса тӑрать. Вӗсене пулӑшу парӑр, атту вӗсем пӗтеҫҫӗ». Сӑмах майӑн вара вӗсем ҫапла хушса калаҫҫӗ: ССР Союзӗ лайӑхрах проект пама та пултарайман, мӗншӗн тесен ССР Союзӗ вӑл патшалӑх та мар, мӗн пурӗ те — географиллӗ ӑнлав кӑна (пурте кулаҫҫӗ), а патшалӑх пулмарӗ пулсан, вара унӑн Конституцийӗ те чӑн-чӑн Конституци пулма пултараймасть. Вӗсем йӑнӑшнӑ, мӗншӗн тесен Юпитер ҫинче ҫынсем пулнӑ пулсан, вӗсем карликсем пек кӑна пулнӑ пулӗччӗҫ: карликсен мускул вӑйӗ кӑна хӑйсен пӗчӗк те сахал туртакан ӳт-пӳне Юпитер тарӑх ҫӗклесе ҫӳреме ҫитнӗ пулӗччӗ. Воропаев ушкӑнра Ленӑпа юнашар пырать, анчах вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмах хушма та пултараймаҫҫӗ, шӑв-шав тӑрать. Халь ӑна ӗҫес килнинчен те ытла темскерле урӑх шухӑш вӗчӗхтерсе тӑнӑ. Тарас Тихонович прошение илчӗ, унтан, повет сучӗсенчи пур секретарьсем пекех, икӗ пӳрнипе сӑмсине хӗстерсе шӑнкарчӗ те вулама тытӑнчӗ: «Миргород поветӗнчи дворянинтан тата помещикрен Перерепенко ывӑлӗнчен Иван Ивановичран, прошени мӗн ҫинчен ҫырнине малалли пунктсем кӑтартӗҫ: 1. Ниушлӗ вӑл ҫав тӗлӗкрех пулнӑ? Ку чӑнах ҫавӑн пек пулнине шанма ыйтатӑп эпӗ сиртен. Ҫакӑ йӑлтӑртатса, выляса тӑракан куҫ тӗнче ҫине малтанхи хут пӑхнӑ пек пӑхса тӑчӗ. — Тупрӑм та ҫырса та илтӗм. — Тӳпе ывӑлӗ мӗн курасшӑн? — ыйтрӗ Иха. — Пӗр хушӑ эпӗ хамӑн мӗн тумаллине хам та пӗлмесӗр тӑтӑм, хама мӗн курма тӳр килнине пурне те курсан, эпӗ ҫав тери тӗлӗнсе хытса кайрӑм. Вӑл пирӗн комсомол ӗҫӗнче нумайранпа ӗҫлет, нумайӑшӗ ӑна пӗлеҫҫӗ, пуринчен ытла арсеналра унпа пӗрле ӗҫлекенсем. Николай пуҫӗпе сулса илчӗ. Мойсей Мойсеич тата икӗ хут ытларах ҫинҫе сасӑпа кулма пуҫларӗ, ӑшӗ хытса кайичченех кулчӗ вӑл, кӑшт ҫеҫ ураран ӳкмерӗ. — Ну, мӗн, халӗ ӗнтӗ пирӗн пата каймалла! — кӑшкӑрса ячӗ Эмилио, Санин пуҫтарӑнса, Берлина ямалли ҫыруне ҫырса пӗтерсен. Ҫак вӑхӑтра пирӗн хӗрӗх пысӑк карап тата пит нумай вӗт кимӗ пӗтрӗ, чи лайӑх моряксемпе салтаксем вӑтӑр пин пӗтрӗҫ. Колонна ҫурри ишӗлчӗк траншея урлӑ каҫнӑ хушӑра, тупӑсем пеме пуҫличчен пӗрер минут малтанрах, Андрей выртса пыракан повозкӑн малти кустӑрмисем траншейӑна кӗрсе ларчӗҫ. Лашасем повозкӑна туртса кӑлараймарӗҫ. «Мӗнлескер-ши-ха эсӗ? Вӑл кулкаласа, телефон аврине ҫавӑратчӗ, трубкине хуллен ҫеҫ хӑлхи ҫумнелле тытатчӗ те, ун ӑшнелле вӗрсе илсе, мӑнаҫлӑн калаҫма тытӑнатчӗ: — Ҫапла, ҫапла, Ольховка! Юлташсем, хӗҫ-пӑшалланӑр, юлашки самант-сехет ҫитрӗ… — Пирӗн парти пурнӑҫӗнче, ман шутпа, ӑслах мар ӗҫсемпе сӑмахсем те йӑлана кӗнисем пур: «савалас», «хӑйӑрпа тасатас», «наждакпа хырас» тата ыттисем те. Инквизици вӑхӑтӗнче мӗн чухлӗ вӗлернине шутламан пекех (мӗншӗн тесен этем ырлӑхӗшӗн вӗлереҫҫӗ тенӗ), кунта та ҫав вӗлернисене никам та шута илмест. Тӗрӗс калаҫҫӗ вӗт: вӑйлӑ ҫын ҫапӑҫма юратмасть, теҫҫӗ. Икӗ ача фанер ҫине темӗнле плакат ҫыраҫҫӗ. — Шыв, тетӗп! — пушарти пек кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл; ӗҫленӗ чухнехи пек хӑйӗн ҫӗнӗ платьене чӗркуҫҫинчен ҫӳле хӑпартса, аялти юбкине турткаларӗ те салтакӑн юнланса пӗтнӗ пуҫне хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Илтетӗп эпӗ… Макӑратӑн. Халӑх ушкӑнӗ вӗсене ункӑ пек хупӑрласа тӑрать. Эхер те эпӗ каяс тетӗп пулсан, ку Эпӗ. Варахпа вӑл темле ҫӑмӑлланса кайнӑ чухнехи пек тарӑнӑн сывласа илчӗ. Унтан нимӗнле сасӑ та пулмарӗ. Майӗпен-майӗпен хӗр те макӑрма чарӑнчӗ, тӑвӑл шавӗ витӗр вӗсен сассисем иккӗшин те лӑпкӑрах, хуллентерех, уҫӑрах илтӗне пуҫларӗҫ. — Эсӗ ӑна чӑн пӗлетен-и? Федоткӑсем телейлӗ пулаҫҫӗ, факт!» — шухӑшласа пырать Давыдов, ачашшӑн ешӗлленсе выртакан вӗҫсӗр-хӗрсӗр ҫеҫенхир ҫине пӑхса. «Эп чухӑн этем, — терӗм эпӗ, — ӑҫта та пулин фабрикӑна ӗҫлеме кӗресшӗн; тумтирӗм вара ҫулпа пынӑ чух ӳкнӗрен лапӑртанчӗ». Хаяр та ҫирӗп сасӑ чӑнах та Симурден аббат сасси, тепри — ҫамрӑк та ҫемҫескер — Говэн сасси пулнӑ. Том, шпорпа хӗснӗ лаша пек, чӗтресе илчӗ. Анчах Сильвер куҫне те хупса илмерӗ. — Шанатӑп, ку сӑмахсем мана тивмеҫҫӗ пуль тетӗп? — тавӑрчӗ пӑлханса Аркадий: — эсӗ манпа уйӑрӑлма шухӑшламастӑн пуль тетӗп эпӗ. Чимӗр-ха — тӑхтӑр! Мӗнле укҫа виҫипе усӑ кураҫҫӗ вӗсем? Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑна сунара ҫӳреме вӗрентнӗ вӑхӑтра Синопӑн пӗчӗк юлташӗ Отаки, хӑйӗн амӑшӗ кӑтартса панипе, индеец хӗрарӑмӗ мӗн пӗлме кирлине пӗтӗмпех вӗренсе ҫитнӗ. Вилес умӗн вӑл кӗрен тӗслӗ кӗпине халат е кӗске сӑхман ҫӗлетме Володьӑна, тӑваткал-тӑваткаллӑскерне — мана, мӑн тутӑрне — Любӑна пама хушнӑ. Вӑл цифрӑсене юрататчӗ, манран вӗсене хушма тата хутлама вӗренчӗ, анчах валеҫессине тӳсме те пултараймасть. Ку электростанци хӑшпӗр япаласен атомӗсенче пытаннӑ энергипе ӗҫлет. Том унта анма юрӑхлӑ вырӑн шыракаларӗ те часах пӗр тӗлтен аялалла сикрӗ — унта юрӑхлӑ «ҫул» пуррине эсир тем парсан та асӑрхаяс ҫук. Командӑсӑр халӑх пурӑнма пултараймасть. Ҫак вӑхӑтра, аялти хутра ҫаплах музыка янранӑ, чӳречесем витӗр ташлакансен мӗлкисем курӑннӑ чух, Алексей Мересьев ҫӳлте, ҫирӗппӗн питӗрнӗ ванна пӳлӗмӗнче, тутине юн тухичченех ҫыртса, урисене сивӗ шыва чиксе ларчӗ. Епле йӑнӑшма пултарӑп-ха эпӗ? Вунӑ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем тинӗс хӗрринчи базальтлӑ ҫӳллӗ сӑрт патне ирхи апат тума чарӑнчӗҫ. Ҫынсем, ҫӗре тӑкӑртаттарса пусса, малалла утрӗҫ. Вӑл меломан кӑна та мар иккен, историк те, авалхи апат-ҫимӗҫе пӗлекенскер, мулкач ашӗнчен тунӑ соус, пӑлан ӑмӑрӗнчен пӗҫернӗ яшка епле тутли ҫинчен кала-кала кӑтартать. Вокзал сӑпса йӑви пек сӑрлатса тӑрать. Кунта-и эсир?.. — тесе кӑшкӑрса ячӗ капитан. Эпӗ аттемӗре халӗ тин ӑнланма пуҫларӑм (вӑл «аттене» мар, «аттемӗре» тесе калани мана питӗ килӗшмерӗ), вӑл питӗ лайӑх ҫын, ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ, анчах кунашкал вылянчӑк ӑс тата ҫӑмӑлттайлӑх… ку тӗлӗнмелле! Алӑкпа юнашар йӳҫӗтнӗ панулми катки ларать. Столяр тек-текех ӑна куҫ умӗнчен ҫухатнӑ та, чарӑнса тӑрса, ун ҫине хаяррӑн кӑшкӑрнӑ. «Ҫук, май килмест!» терӗ тепӗр жичӗ. Ҫулҫисен хушшинче унта-кунта ларакан пӗччен ҫеҫкисене курма пулать, хӑйсен кӳлепипе вӗсен тӳнсе кайнӑ урнӑна мая килеҫҫӗ. «Ӑсран тайӑлнӑ ку!» терӗҫ йӗкӗтсем. Эсир тин кӑна мана хӑвӑр енне пӑхтарасшӑн марччӗ… — Н-ну, пӗлетӗр-и, — питне пӗркелентернӗ лешӗ, — ҫав сирӗн Александра — ӑҫтиҫук хӗрарӑм ҫеҫ! Вулас тесен — тӗттӗмччӗ, ҫавӑнпа эпӗ куҫа хупса хама хам ҫывӑрас килнӗ ҫын пек кӑтартрӑм. — Ҫӑмӑл шухӑш мар ку! Вӑкӑрсене кӗркунне сутмалла та, унччен вара вӗсене хӑмӑтран кӑлармалла мар иккен? — Кама тӗл пултӑр-ха? Тарнӑ ял-йыш ӗмӗртенхи хыр вӑрманӗнче пурӑнать. — Нагульновра пулмалла. Эпӗ каласа хӑварма маннӑ-ха, ҫав каҫхине мана Иван Павлыч темле урӑхла ҫын пек курӑнчӗ. Харпӑр сӑн-сӑпачӗ, милостивый государь, — акӑ мӗн паха; этемӗн харпӑр сӑн-сӑпачӗ чуллӑ ҫыран пекех ҫирӗп пулмалла, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех ун ҫинче пулса пырать. Ку пӳлӗмре пурте авалхиччӗ — кивӗ пукансен урисене ҫыха-ҫыха пӗтернӗччӗ, апатланмалли сӗтел ҫине чавсалантӑм, хӗрринчи хӑми хальтен халь ҫӗмӗрӗлсе анма пӑхатчӗ те, чавсама хӑвӑртрах туртса илтӗм. Шухӑшласа пӑхсан, эпӗ икӗ чукмар туса хатӗрлерӗм; пысӑк пуҫӗсене, ҫапсан клавишсене ҫӗмӗресрен тата ҫапнӑ чух сасӑ ан тухтӑр тесе, шӑши тирӗ витсе ҫӗлесе лартрӑм. Ман шутпа, пуҫтармалла ӑна. Вӑл тӗттӗмелле тинкерсе пӑхать, Корчагинпа темле пӑт-пат сӑмах хушса илет. Шиклентерекен мӗлке телефон юпи пулнӑ мӗн, Борхарт кулса ячӗ те хӑй хӑрани ҫинчен Корчагина каласа пачӗ. Эпир ыйтӑпӑр та эсир ответлесе пырӑр, кайран вара эсир ыйтма тытӑнӑр… Индеецсем вӑрҫӑ сукмакӗ ҫинче пулнӑ. — Хӑварӑр, — терӗ Женя. Шыраканӗсем нумайӑшӗ шырама пӑрахнӑ та хӑйсен яланхи ӗҫӗсем патне таврӑннӑ, паллах, ачасем тупӑнас ҫук ӗнтӗ, тесе шутланӑ вӗсем. Пойндекстер хӑй тусӗсемпе ҫавӑн пек кӑмӑл-шухӑшпа сывпуллашса уйрӑлнӑ. Пирӗн суту-илӳ, услам ӗҫӗ; пирӗн туянас-илес ӗҫ. Эрхип хунарне уҫрӗ. Часах Макар Нагульнов ҫитрӗ. — Апла, татӑклах шухӑшласа хутӑр эппин? Тӳпере те, сӑртсен тайлӑмӗнче те пӗр татӑк пӗлӗт ҫук. Пӗр-пӗринчен ним латтисӗр ҫакӑнса купаланнӑ, капланнӑ, микроскоп витӗр те аран кӑна курӑнма пултаракан вӗтӗ-вӗтӗ детальсемпе лак-туллиех тулса ларнӑ манӑн мӗнпур аташу. Пӗтӗм уҫланкипех ӗнтӗ: — Сывлӑш! — Ку конверт татӑкки, — тесе мӑкӑртатса илнӗ Зеб Стумп. Ҫав вӑхӑтра Алексей, аллинче хӑй тахҫантанпах кӗтнӗ ҫырӑва тытса, хӑйне кам та пулин хӑваласа ҫитсе унӑн пуянлӑхне туртса илесрен хӑранӑ пек, кӳлӗ еннелле чупрӗ. Халӗ анчах, вӑл кантӑк еннелле ҫаврӑнсан ҫеҫ, Разметнов ун питӗнче янахран пуҫласа хӑлха вӗҫне ҫитиччен тӑсӑлакан вӑрӑм путӑк ҫӗвӗ пуррине асӑрхаса илчӗ. — Андрей Петрович, сирӗн благородин паян валли мӗнле те пулин план пур-и? Укҫалла илемлӗ картинӑсем, портретсем ӳкересси илӗртекен япала. Анчах ку ӗҫпе талант аталанмасть, пӗтет ҫеҫ. Вӑл тухса тарма тесе сӑлтав шыраса тупнӑ тӗле Белецкий: «Менельник тӑвакан Устенька чуптуса чихирь ӗҫтерме тивӗҫлӗ», — тесе пӗлтерчӗ. Кунцовӑран Мускава, Мускавран Царицынӑна, Царицынӑран каллех Мускава, Мускавран каллех Кунцовӑна сиктерсе ҫӳресси ӑссӑр япала, терӗ, юлашкинчен тата, — терӗ вӑл, — малтан мана ҫӗр чӑмӑрӗн пӗр вырӑнӗнче тепӗр вырӑнӗнчинчен хавас пулма пултарасси ҫинчен каласа ӗнентерӗр, ун чухне каятӑп, терӗ. — Пӗтӗмӗшле, — хистевлӗн вӗҫлерӗ Дик, — эпир нумайлӑха каятпӑр тесе шухӑшламастӑп эпӗ. Часах таврӑнӑпӑр. Анчах та Валька зоопаркра. Тарас Бульба вара, кошевойран аякра мар тӑраканскер: «а мӗн, кошевой, Кукубенко тӗрӗс каларӗ мар-и? Хисеплӗ чиновник ку сӑмахсене тӑрӑшса итленӗ пек пулчӗ, ҫав хушӑрах илсе килнӗ запискӑра миҫе буквине шутларӗ. Ҫав самантрах вахта ҫинчен: — Ҫӗр! тесе кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Ҫакӑн пек хӑрушӑ пусмӑра хирӗҫ тӑма хӑюлӑх ҫитерекен ҫынсемшӗн, чиркӳ влаҫне кӑштах та пулин чакарма тӑрӑшакан ҫынсемшӗн, питех те пысӑк хуйхӑ килсе тухма пултарнӑ. Санӑн аслаҫусем, — аннӳ енчен, — юрланӑ вӗсене… Днепр тӑрӑхӗнчи ҫеҫенхирсенче те, Дунай тӑрӑхӗнче те, Хура тинӗс ҫеҫенхирӗсенче те… — Алло! — терӗ ватӑ сунарҫӑ. Анчах кун пек шутласа, Дик хӑй пирки йӑнӑшрӗ. — Озеровӑн куҫӗсем, кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса, ҫилӗллӗн ҫутӑлса илчӗҫ. Ҫынна чунтан парӑннӑ йытӑ хӑйӑрлӑ ҫырана пырса тухнӑ пӗр чӗрӗ чуна та вӗрмесӗр ирттерсе ямӗ. Эсир ӑна ҫаплах калӑр, — терӗ тепӗр хут Сталин. Ӑна пур, ырӑ кӑмӑлпа, — парне кӑтартаҫҫӗ. — Айтӑр студентсен юррине янӑратӑр… ну, пӗрре, иккӗ! Хальхинче павӑшка вӑл мӗн ыйтнине ӑнланчӗ те:— Ача мӗншӗн йӗрет тетӗр-и? «Дункан» халех ҫак Африка ҫывӑхӗнчи утравсен ушкӑнне пӑрахса хӑварса, хӑйӗн хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫулӗ ҫине тухма пултарать. — Вилнӗ? — Тархасшӑн, эп сире ыйтатӑп. — Питӗ лайӑх вӗҫрӗн! Анчах ун шӗвӗр пуҫӗ тӑрринчен вӑрӑм сӑмси вӗҫне ҫитмелли хушӑ чылаях пысӑк. — Ҫук, уйӑраймаҫҫӗ пире вӗсем пӗр-пӗринчен, тен, тарма… — Эх, Геркулес кунта пулнӑ пулсан! — ӗмӗтленчӗ Актеон. Вӗсем качака сӗтне ӗҫеҫҫӗ, мана та сӗнсе пӑхрӗҫ, анчах эпӗ ӗҫмерӗм. Вӑйран кайнине туйса, Дик Сэнд темиҫе сехет канас тесе тӗв турӗ. Колонна пуҫӗнчи конвойнӑй картӑ ҫине пӑхкаласа, каялла пӗртте ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хӑвӑрт уттарчӗ. Эпир пӗр-пӗрне тин ҫеҫ пӗлнӗ тахҫанхи туссем пек. Блюмштейн епле те пулсан хӑйне нумайтарах илесшӗн, рабочисене сахалтарах тӳлесшӗн, ҫавӑн пирки типографи, рабочисем ӗҫӗ тухмасӑр тӑнипе, пӗрре ҫеҫ мар ик-виҫӗ эрнелӗхе хупӑна-хупӑна ларать. Пултаратӑр пулсан, хӑшӗ те пулин ӑнлантарса парсамӑр мана: мӗскер пулса иртет кунта? — Пӗлетӗр-и, ку темӗн… — Эх, турӑҫӑм, нихҫан та капла… — Тур ан хуштӑрах мана, кунашкал… — Мӗн, юнкирь тата мӗн те пулин парнелемерӗ-и? Ҫавӑнпа та: «Том Сойер пек сурасси вӑл ниме те тӑмасть», — тесе хучӗ. Анчах тепӗр арҫын ачи ҫавна хирӗҫ: «Иҫӗм ҫырли халӗ симӗс-ха!» — терӗ те, чапран тухнӑ геройӑн нимӗн мухтавсӑрах аяккалла пӑрахса кайма тиврӗ. Эпӗ акӑ мӗн шутласа хутӑм: пирӗн пӗрлешӳ эсӗ чӑн-чӑн ҫын, пирӗн ҫын пулса ҫитиччен пымалла, эпӗ сана ун пек ҫын тӑватӑпах, апла тӑваймасан, — эпӗ пысӑк пасарти пӗр пусӑн хакне ҫеҫ тӑратӑп. — Турӑ-и? Унта грушӑсем, панулмисем, апельсинсем урам варринчех ӳсеҫҫӗ иккен, мӗн чухлӗ ҫиес килет, ҫавӑн чухлӗ тат та ҫи, уншӑн сана кунти ҫырла-ҫимӗҫ садӗнчи хуралҫӑсем пек ҫурӑмран тӑварпа персе ӑшалантармаҫҫӗ те иккен. «Клеймор» сакӑр карап ҫине харсӑррӑн персе тӑрать. Малтанхи юрату евӗрлӗскер Йывӑҫ ҫинчен Америкӑра ӳсекен темӗнле ҫимӗҫсем татнӑ пек тунӑ чух Любочка хӑй аллинчи пӗр ҫулҫӑ ҫинче акӑш-макӑш пысӑк хурт пуррине курах кайрӗ, сехӗрленсе ӳксе ӑна ҫӗре пӑрахрӗ, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, унтан мӗн те пулин сирпӗнсе тухасран хӑранӑн, каялла сикрӗ. — Вӑй! — сас пачӗ ӑна хирӗҫ арҫын хуллен. — Вӑрҫӑ тесен ҫеҫ, — тӗксӗммӗн килӗшрӗ Ромашов. Анчах вӗсене шалу сӗнес пулсан, кашни кунах ҫапла ҫӳреме тивсен, ҫак вара йывӑр ӗҫ пулса тӑрӗччӗ, вӗсем ҫавӑнтах пӑрахӗччӗҫ ӑна. Гриша Фабер, манӑн тус, хӗрлӗ доктор рольне вылятчӗ, Иван Павлыч Кораблев вара пире Фаберӑн тумланмалли пӳлӗмӗнче сирӗнпе паллаштарчӗ. — Тӑхта, Паша, тӑхта! — антӑхса каяс пек мӑкӑртатса илчӗ вӑл. — Эппин ҫав Милка хӑварчӗ-и сана? — терӗ Огнянов. Кӗҫӗрхи каҫ ҫеҫ ан ҫитӗрччӗ унӑн пуҫне. Ҫӗр темӗскерле, пытанса, йӑпшӑнса кӗтсе тӑнӑ пек, ырӑ мар… Пысӑк магнит патне туртӑнакан минералсем ҫак королевство ҫӗршывӗнче кӑна тӗл пулаҫҫӗ. Ҫак хушӑрах утрав ҫӗр ҫийӗнчен тӑватӑ миль ытларах хӑпарма пултараймасть, мӗншӗн тесен ҫӳлелле хӑпарнӑ май магнит вӑйӗ пӗтсе ларать. Магнита тӳп-тӳрӗ лартсан, утрав пӗр вырӑнта чарӑнса тӑрать. Мӗншӗн ҫапла пулнине ӑнлантарса пама та ҫӑмӑл. — Апла вара, — терӗ майор, — Грант капитан карапӗ Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем патӗнче ҫӗмӗрӗлнӗ пулсан, эсир пире ӑна шыраса ҫӳреме канаш парас ҫукчӗ? Ҫын ӗҫне пусмӑрларӑн-и? Онбаши ҫакна пӗтӗмпе шӑппӑн сӑнаса тӑчӗ. Калаҫнӑ хушӑра пӗри манран ӑнсӑртран эпӗ струльдбругсенчен е вӗсен нихҫан вилмен ҫыннисенчен хӑшне пӗрне курнипе курманни ҫинчен ыйтрӗҫ. Вӗсем хӑрушла тапӑнса килнине пространствопа та пулин хирӗҫлес пулать. Авлану ҫинчен эсӗ мӗнле шухӑшланине эпӗ пӗлмен пек: «аван ӗҫ» тетӗн? Ырӑ кӑмӑллӑ полицейски йӗрӗнсе каланӑ сӑмахсем Крэнкбиле пӗтерсех хунӑ. Ура сыппи таран шывра тӑраканскер, вӑл чылайччен, ним калама аптӑраса, чӗнмесӗр тӑнӑ. — Эпӗ илсе килекен какай начар-им вара? — тенӗ ӑна Киш. Малта пурте ҫутӑ, ҫапла мар-и? Аэлита сывланӑран нӳрленнӗ мамӑк тире пичӗ ҫинчен сирчӗ. Вӑл унӑн вӗренекенӗ-ҫке хайне чи ҫывӑххи, чи шанчӑклӑ ҫынни! Ну, каласа пар ӗнтӗ, чунӑм. Ӑнлантӑн-и? Эпӗ ҫулран ҫитсе кайрӑм, мана ҫав тери сивӗ пулчӗ. — Мӗншӗн эс мана асаплантаратӑн? — шӑппӑн та хурлӑн ыйтрӗ хӗр. * * * Мӗн ҫул тӑршшӗпех Клюбер герр пӗр-пӗччен калаҫса пычӗ; никам та ӑна хирӗҫлемерӗ тата никам та унпа килӗшмерӗ. Джима тимӗр тӑлӑ тӑхӑнтартса сӑнчӑрланӑ пулсан тата лайӑхрахчӗ те, анчах пире, чухӑнсене, тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑр ылтӑнпа кӗмӗл пекех килӗшсе каймаҫҫӗ. Павел парӑнасса пӗр пытармасӑрах хумханса кӗтсе тӑракан эстонец та ҫакна нимӗн те асӑрхамасть-ха. Ыттисенчен сайрарах ун патне пӗр савӑнӑҫлӑ мар, ҫӳлӗ офицер, ҫамкине каснӑ паллилӗскер те тарӑн пытанса ларакан куҫлӑскер, пыратчӗ: вӑл яланах хӑйпе пӗрле скрипка илсе пыратчӗ те тӗлӗнмелле аван калатчӗ, — ҫав тери лайӑх калатчӗ: иртен-ҫӳренсем вара чӳречесем патӗнче чарӑна-чарӑна тӑратчӗҫ, пӗтӗм урамран халӑх пӗренесем ҫине пуҫтарӑнса ларатчӗ, ман хуҫасем те, килте пулсассӑн, чӳречесене уҫса яратчӗҫ те каланине итлесе музыканта мухтатчӗҫ. Ун вырӑнне урӑх ҫӗрте ҫӗнӗ мунча туса лартас пулать. Пурте ура ҫине тӑчӗҫ. Кӗнеке унӑн чӗри варринех кӗрсе ларнӑ. Пӗр пӗчӗк ҫеҫ хуторта Натальйӑпа иккӗш кӑна пурӑнсан, мӗн тери аван пулнӑ пулӗччӗ… … Ҫак ҫивӗч кӗрешӳре вӑл хӑйӗн пӗтӗм юлташӗсене ҫухатса пӗтерчӗ. Мӑнастир чиркӗвӗнче служба иртсе пыратчӗ, кӗл тӑвакан хӗрарӑмсем ҫапса хӗснӗ пек тулли. — Нумайранпа мар пулсан, нумайранпа пурӑнакан пулӑр. Ман ҫинчен шухӑшланӑшӑн сире чӗререн тав тӑватӑп» тесе ҫырчӗ те Панталеонене пачӗ. Богс аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе кӑшкӑрса ячӗ: — Эй, турӑ! Ан перӗр! — Ну, маттур ҫын мӗн вӑл, апла пулсан, Трофимыч мучи! Эпир Ҫӗр ҫакӑн пек ҫаврӑнса тӑрас пулсан мӗн пулассине пӗлетпӗр ӗнтӗ. Рада ӑна питӗнчен ҫупса ячӗ те ҫавӑнтах аяккинелле пӑрӑнса тӑчӗ. 1777 ҫулта анчах, хӑйӗн виҫҫӗмӗш ҫулҫӳревне тухса кайсассӑн тин, Кук «Решенине» «Открыти» карапсем ҫинче Ван-Димен ҫӗрӗ ҫине ҫитсе курнӑ. Анчах пуринчен те аванни вӑл ҫакӑ, Гальцин князь кӑна мар, ҫак господасем пурте хӑшӗ чӳрече янаххи ҫине, хӑшӗ фортепьяно умне, хӑшӗ урисене ҫӳлелле туса вырнаҫса ларнӑскерсем, бульварта ҫӳренӗ чухнехипе танлаштарсан, пачах та урӑх ҫынсем пек туйӑнаҫҫӗ: ҫуран ҫар офицерӗсем умӗнче курнӑҫсӑрланнӑ пек, кулӑшла курнӑҫсӑрланмаҫҫӗ вӗсем, хӑйсене хӑйсем мӑнна хумаҫҫӗ; кунта вӗсем хӑйсем хушшинче, хӑйсем пек, уйрӑммӑнах Калугинпа Гальцин ҫав тери кӑмӑлламалла, уҫӑ чун-чӗреллӗ, савӑнӑҫлӑ та ырӑ кӑмӑллӑ ачасем пек курӑнаҫҫӗ. Тата лартассине те тӗрӗс лартман — пӗри ҫӳлелле сӑмса ҫинелле пӑхать, теприне тӑнлав ҫинелле куҫарсарах лартнӑ ҫавӑнпа та сӑнӗ святойла таса мар, ҫӗр ҫинчи йышши пек, чее пулса тухнӑ. Пушӑ вутӑ склачӗсенче ҫавра ҫил вӗтӗ пӑчкӑ кӗрписене ҫавӑрать. Гвоздев ҫумӗпе иртсе кайнӑ чух, вӑл стена ҫинчи тӗкӗр умӗнче тӑракан танкист ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ: «Айван, мӗн тума лутӑркать-ха вӑл хӑйӗн мӗскӗн питне! Клисурӑра пӑлхав хускатни ҫинчен хыпар ҫитсенех вырӑнти комитетра тӗрлӗ май шухӑшлама тытӑннӑ: пӗрисем хамӑр ҫине тапӑнса кӗрсен ҫеҫ хускалмалла тенӗ, унта та хамӑр сӗкӗнмелле мар, хамӑра пулӑшма килекен ушкӑн ҫитсен кӑна пӑлхава хускалӑпӑр тенӗ; теприсем кирек мӗн пулсан та халех ялав ҫӗклемелле, пӑлхав пуҫласа ямалла тенӗ. Мана пӗтӗмпех бинтпа ҫыхса пӗтернӗччӗ — пуҫа та, кӑкӑра та, урана та — эпӗ вара хулӑн кана шурӑ пукане пек пӗр хускалмасӑр выртрӑм. Вӗсем ӗлӗк авал пурӑннӑ улӑпла глиптодонтсен тирӗ ҫинчи хытӑ хупписем иккен. — Э-э-э! — кӑшкӑрса ячӗ Юргин. Окопран сиксе тухса, вӑл пӗр виҫӗ утам пек малалла сиксе илчӗ те тепӗр бутылкине вӑркӑнтарчӗ. Вӑл вара тӳрех: «Ҫынсенчен уйрӑмрах ҫырма тӑрӑшан. Ҫылӑх кӳретӗр хӑвӑра, тупата, ҫылӑх пулать сире, Иван Никифорович!» Эпир сана вилӗмрен хӑтарнӑ. Акӑ кунта эпӗ тӗкӗрлӗ икӗ шкап лартас тетӗп, пӗлетӗр-и, халӗ вӑл модӑра. Ку план та мар-ха. Ман пуҫа ахаль килсе кӗнӗ шухӑш ҫеҫ. — Мадам офицер… каҫарӑр, каҫарӑр… Ыттисемпе пӗрле «турӑ юнне» сыпма тесе чиркӗве каймашкӑн тумлана пуҫласан, эпӗ ман тумтире пӑсса ҫӗлеменнине, ӑна тӑхӑнма май ҫуккине пӗлтӗм те шутсӑр нумай ҫылӑх турӑм. Картлашка ҫинче Вячеслав Ольшинские тӗл пултӑм. Кун пек хӑтланни ниме юрӑхсӑр вӑл, юлташ, — терӗ. — Ҫук. Ҫапах эпӗ пӗрре пуян пулса курнӑ, тата тепре хӑҫан та пулин пуятӑп. Суккӑр пичӗ ҫинчи шиклӗ улшӑнусене хӗрарӑмсем те асӑрхамасӑр юлман. — Ҫук, эпӗ ахалех: мӗншӗн эсир ун ҫинчен ыйтатӑр-ха тесе шухӑшлатӑп. Ӑмӑрткайӑк хӑй халтан кайнине туйса илчӗ, анчах сасартӑк сиксе тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Тупа тӑватӑп, эпӗ ҫутӑ куртӑм! Викторушка пулат ҫинчен анчӗ. — Ҫапла, Тӳпе ывӑлӗ. — А эс мекӗрлен те ӑнлан. — Куртӑм. Аякра ӗшне хыҫӗнчен шӗвӗр вӗҫӗпе, пӑрӗпе ҫиҫсе ту тӑрри ҫӗкленет. Пурте хӑйсене хӑйсем ҫӑмӑлрах пек туйса, шавлакаласа, Ерофей Кузьмич хыҫҫӑн хурал пӳрчӗ патнелле кӗпӗрленсе утрӗҫ. Вӑл сире… Вӑл пӗр самант нимӗн те калама пултарайман, ҫав вӑхӑтрах ӑна пысӑк шанчӑк ҫавӑрса илнӗ. — «Тупрӑмӑр». Йӑла ташшисем, патшан чи мӑнаҫлӑ ҫыннисене питрен сурни, вӗсене ҫапма тунӑ навус чӑмаккисем — ним те пулӑшмарӗ. Тӑрӑ пӗлӗтсене ҫумӑр пӗлӗтпе пӗрлештерекен усал сывлӑша хӑваласа яма нимле май та тупӑнмарӗ. — Ҫапла, — терӗ майор, — Бен Джойс шайки «Дункан» ҫине сасартӑк пырса кӗрет, вара унта… — Апла-тӑк, пирӗн Туфольд бухтине темӗскер пулсан та ҫав юрӑхсӑрсенчен маларах ҫитмелле. Ун пек пулкаланине те пӗлеттӗм эпӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл, куҫӗсене пӗр судья ҫинчен теприн ҫине куҫаркаласа, вӗсем хӑй тӗлӗшпелен мӗнлерех иккенне асра хакла-хакла пычӗ: «Мигунов — сӳрӗк, вӑл чулран касса тунӑ пекех, анчах ӑна хӑнӑхман тӗп судья вырӑнӗ илӗртет тата ҫакӑнпа ҫыхӑннӑ калама ҫук хӑрушла влаҫпа яваплӑх хӑпартлантарать. Эпир скалӑсемлӗ утравӑн чи ҫурҫӗр пайӗ тавра ҫаврӑнса кайрӑмӑр. Ахаль нимӗн те тухас ҫук. Салтак хӑсса ячӗ, ӑшӑ эрехпе симӗс сухан ҫулҫин пӑчӑ шӑрши кухняна тулчӗ, чӳрече куҫӗсем ҫумне пӗрмаях темле лапчӑнса кайнӑ сӑмсаллӑ сарлака, тӗксӗм сӑн-питсем пыра-пыра ҫыпҫӑнаҫҫӗ, — питҫӑмартисем ҫумнелле тытнӑ алӑ тупанӗсем ҫав сӑн-питсене пит килӗшӳсӗр мӑн хӑлхаллӑ пек туса яраҫҫӗ. — Ҫук, Том, ун пек пулас ҫук пулӗ. — Мексиканец, — терӗ шӑппӑн Генри, юланутӑн тумтирне пӑхса илсе. — Пӗрремӗш черккере эпӗ опыт ҫуккипе нимӗнле тӗссене те асӑрхаймарӑм. — Ҫук, ҫук… — сиввӗн мӑкӑртатса илчӗ хуралҫӑ. Горева ура ҫине сиксе тӑчӗ. Асап кӑна! Ара вӑл вӗт сана пуриншӗн те эпӗ айӑплӑ тесе каласа панӑ. Вӑл хӑйне лӑпкӑ тытать, анчах унӑн мӗнпур шухӑшӗ инҫетре. А кам пулать-ха вӑл ыйткалакан? Анчах вӗсем ҫывӑхра ҫук вӗт. Кайран! Ҫук, апла мар ҫав, йӗкӗт… Мӗнле те пулин хӑрушлӑх умӗнче тӑрасси вӑл — сӗм ҫӗрле тарӑн юхан шыври ҫурхи сӗлтӗленнӗ пӑр ҫинче тӑнипе пӗрех; Манӑн шӑпам, унӑн сӑмахӗпе, паллӑ иккен ӗнтӗ. Хам старик лакейӗ иккенне мансах кайнӑ. Вӑл тӑна кӗрсе ҫитнӗ ҫӗре музыка сасси те илтӗнми пулнӑ тата полк та куҫран ҫухалнӑ. — Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ пуль? Шпика тӗл пулсан, калаҫса унпа вӑхӑта ан ҫухатӑр — ҫийӗнчех перӗр… Апла пулсан, синьор, эпӗ ӗҫлеме хаваслансах пыратӑп… — Хӑрамастӑн-и? Текех ухмахсем пулас ҫук. Анчах каҫ та пулчӗ, ҫак ӗмӗт ҫитеймерӗ. Мӗнлерех тӗлӗксем, мӗнлерех тӗлӗксем! Вӑл тӗттӗмре леш тӗнчере те ҫамрӑк шуйттан патне кайма хыпашласа ҫул тупӗ, лешӗ хӑй патне чупса пырасса кӗтсе тӑмӗ. Пӗррехинче Андрее колхоз пахчинче хуралҫӑ валли будка тума хушнӑ. Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ. Ах, мӗн тумалла-ха ӗнтӗ халӗ ман! — Эсир врач-и? Урамалла пӑхакан виҫӗ чӳречеллӗ пӳлӗмре диван, кӗнекесем хумалли шкап, сӗтел, пукансем, стена ҫумӗнче кравать лараҫҫӗ, кравать патӗнче, кӗтесре, пит ҫумалли савӑт ҫакӑнса тӑрать, тепӗр кӗтесре — кӑмака, стенасем ҫинче — тӗрлӗрен картина фотографийӗсем. — Мана хушӑр вӑл ӗҫе! — терӗ Саша хӑвӑрт, ура ҫине тӑрса. — Хатӗр хӑравҫӑсем те, хатӗр паттӑрсем те ҫук. Пӗри — илемлӗ сӑн-питли, хура сухалли, хӗрлӗ феска тӑхӑнни — пуринчен те малтан чупса килет иккен. Вӑл тӑвӑр та тӗттӗм тупӑкра хӳтлӗхсӗр пӗччен хӑварнӑ асламӑшӗ вырӑнне пулса пӑхма хӑтланчӗ. Паян эпӗ вунсакӑр уйӑх каялла хампа мӗн пулни ҫинчен, санран ку таранччен пытарса пурӑнни ҫинчен (уншӑн эпӗ ӳкӗнетӗп, питӗ ӳкӗнетӗп) каласа кӑтартасшӑн, ӑна каласа пама паян тивӗҫ пур манӑн. Пупырь хӑй ҫӑмӑллӑх пуласса шанса пурӑнатчӗ: унӑн тӑванӗн ывӑлӗ улпут кантурӗнче конторщикра ларать: ун ҫинчен улпут майрине каласа пама, аса илтерме сӑмах панӑччӗ. Вӑт сана аса илтерчӗ!.. Татах ыйтам-ха сиртен! Тыткӑнра пулнӑ ҫын мӗнле халӑх пулни, вӑл тыткӑнран тарни, унӑн юлташӗ вилни, сержант каласа панӑ мӗнпур шанчӑклӑ сӑмахсем — ҫаксем пурте Гленарванӑн отрячӗ суя ҫулпа кайнине ӗнентерсе параҫҫӗ. Мужик турткаланать, сивчир тытнӑ пек чӗтӗрет. — Чӗрӗ. Чечексене сывлӑшра вӗретнӗ те ҫилпе сивӗтнӗ шӑршӑ кӗрсе тӑрать, тахҫанах хыҫа тӑрса юлнӑ ҫамрӑклӑх ҫинчен аса илни пекех халӗ. «Лайӑх пӑшал! — Асту, Аня, кая ан юл, — терӗ Зайцев. Цветаев чӑрсӑрлансах кӑшкӑрса пӑрахрӗ. — Сирӗн задача ҫӑмӑл мар. Унӑн порчӗ Мельбурнпа яланах ҫыхӑнса тӑма тивӗҫлӗ. Ҫураҫнӑ хӗр ҫухинчен пуҫласа арки вӗҫне ҫитиех ылтӑнланӑ тӳмесемлӗ кӗмӗл парчаран ҫӗленӗ йывӑр сарафан тӑхӑннӑ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ылтӑн парчаран ҫӗленӗ шушун уртса янӑ, ҫивӗтӗнче — шурӑ та сенкер хӑюсем; вӑл малти кӗтесре пӑр пек хытса ларать, тарланӑ питне тӗрленӗ тутӑрпа шӑлкаласа, янӑравлӑн сӑвӑ калать: — Симӗс ҫарансем тӑрӑх,Капӑр чечексем тӑрӑх Ҫурхи шыв юхать-кӗрлет, Чечексен пуҫне чӳхет. Сана кӑшт каярах чӗнӗҫ. Лукашка тӗксӗмленчӗ: «Мӗн вара Марьянка! Амӑшӗ, йӗри-тавралла асӑрханса пӑхса, тек кӑшкӑркаларӗ: — Купӑста яшки, вӗри лапша! — Мӗншӗн? — лӑпкӑ ыйтрӗ хохол. Халӗ ӗнтӗ ташлакансем нумаййӑнччӗ, вырӑн ҫитменнипе кашни мӑшӑрӑнах пӗр ҫӗртелле кӑна тӑпӑртатса тӑма тиврӗ; пӗр-пӗрне тӗрткелерӗҫ, хӗсе-хӗсе хучӗҫ. Дирижер сӗннӗ фигурӑн пӗлтерӗшӗ ҫаплаллаччӗ: ирӗк каччӑ ташлакан пӗр-пӗр мӑшӑра куҫлать те йӗрлеме пуҫлать. — Ҫавӑн пек те пулнӑ вӗт, — терӗ Петька. Унӑн, вӑйсӑрланса кайнипе, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫларӗ, вӑл сывлӑшра тытмалли тӗрев тупас тенӗ пек, пушӑ аллине малалла тӑсрӗ. — Кирек мӗн пултӑр та унта, анчах ан манӑр, майор. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем ҫынсене пӗҫерсе тата коптит туса анчах ҫиеҫҫӗ. Унӑн ҫӗтӗк ҫӑмат тӑхӑннӑ хӑрах ури пӑр пек шӑннӑ, пуҫ пӳрнийӗсем пӗлми пулнӑ. Апат валли сунарҫӑсем тинаму ӑшаларӗҫ, чи лайӑх блюдӑсене страуспа броненосеца тата пекарине ытти ҫул ҫӳревҫӗсем киличчен хӑварчӗҫ. * * * Кӗлӗ пӗтрӗ. Халь эпӗ унпа тем тума та, кирек мӗнле калаҫма та пултаратӑп, тенӗ вӑл. Акӑ чей сыпсан, тен тата та ҫӑмӑлланӗ… — тенӗ Игнат, чей тултарса. Анчах ӑна хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. — Ҫук! — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд. — Ҫук! Огнянов пӗр самантра тенӗ пек ҫырма хӗрринелле анчӗ, пысӑк чул хыҫне пытанса тӑнӑ хыҫҫӑн хӗрачана ятранах чӗнсе илчӗ. Пӗҫернӗ икерчисене йытӑсене ҫитерчӗҫ, ҫатмине хӗртсе ҫунтарса илчӗҫ, ятлаҫнӑ чухне вара кинӗ хунямӑшне:— Эсир типӗ чухне те ҫулӑ ҫатмасем ҫинче пӗҫеретӗр-ҫке! — тесе сӑмах тӗкме пуҫларӗ. Вӑл тунӑ усал ӗҫсем тепӗр чухне хӑйсен тискерлӗхӗпе шалтах тӗлӗнтернӗ. Хӗр ӑна юлашкинчен — аннӳ патне час-часрах та ытларах ҫыр, ырӑ мар хыпарсемпе ан пӑшӑрхантар, мӗншӗн тесен эсӗ халь уншӑн пӗртен-пӗр савӑнӑҫ пулӗ тен, тесе ҫырнӑ. Юрӑхлӑ, судья каларӗшле, Саня та ахалех Художество академине кайма хатӗрленмест пулӗ ҫав! Унӑн шлепки хӳме урлӑ курӑнса пычӗ: атте Засекинсем патне кӗрсе кайрӗ. Ҫук, купец патӗнче эсӗ чӑнлӑхпа та хӑраса пурӑн. Мӗншӗн тесен пӗчӗк советлӑ республика сахал халӑхлӑскер тата пӗчӗк ҫарлӑскер уйрӑм патшалӑхлӑ пурнӑҫпа пурӑнма шутлама пултарать, тесе шухӑшлани тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Мӗн вӑл «дисконт» тени, дискант мар, «дисконт»? Суламифь алли ун пуҫӗ ҫинче сапӑррӑн канса выртнӑ, унӑн хумлӑ-хумлӑ хура ҫӳҫне ачашшӑн якатнӑ. Мӗн тума? Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем ҫӳле ӳссе кайнӑ упа саррисен чӑтлӑхне кӗрсе кайрӗҫ. Ҫав териех ывӑнман пулсан, унӑн сӑн-сӑпачбӗ вӗсене хаваслӑхпа ҫупӑрланӑ пулӗччӗ. Эпӗ пӗтертӗм. — Беглых доклачӗ тӑрӑх калас текенсем пур-и? — ыйтрӗ райком секретарӗ, ларури ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнса. — Эпӗ Туманов вӑрман улпучӗн хӗрӗ. Шутла-халӗ! Сӑмсипе ҫиллеслӗн шӑмарса, старик хӑй арчинчен темиҫе вексель кӑларса кӑтартрӗ. Вӑл пур, ман ҫинчен элеклесе ҫӳрет, килтен тухнӑ май, анне сӗтелӗ ҫинчен тӑватӑ пус вӑрларӗ. Унтан, Сережа ҫинчен куҫа илмесӗр, эпӗ ун хыҫҫӑн хӑна пӳлӗмне кайрӑм, унӑн пур хусканӑвӗсене те сӑнарӑм. Эпӗ унӑн шӑнӑрлӑ пысӑк аллине ярса тытрӑм та чуптуса илтӗм. Витере тӑрса йӑлӑхнӑ кӗҫенекен ӑйӑрӗсене кӳлме ҫавӑтса тухсан, вӗсене лӑплантарса, яланах янӑравлӑн: «Но-но-о-о! Кӗҫенсе те ятӑн пулать, шорт!.. вӑл кӗсре мар-ҫке, сан пек чечекех!» — тесе кӑшкӑркаласа илет. Кӳлсе тӑратнӑ хыҫҫӑн ҫӑмӑл урапи ҫине улӑхса ларсан, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ пулса: «Ну, кайса килетпӗр те акӑ, пӗр патак ӗҫлесе илетӗп. Ку пурнӑҫ мана, тӑванӑмсем, питех те килӗше пуҫларӗ!» — текелет. Мӗн ҫырма пултарнӑ вӑл ман пата!.. Вилӗм ун куҫӗнчен пӑхсан, вӑл куҫлӑхне тӳрлетсе «Питӗ аван!» тет те вилет. Эпир санпа, тӗттӗмре аташса кайнӑ ачасем пекех, пӗр-пӗрне темле куҫа курӑнакан мӗлке вырӑнне шутларӑмӑр. Хӑш чух Николайӑн ӗнси сиккеле-сиккеле илчӗ, вӑл вара, куҫне хупса, пуҫне каялла ячӗ, янахӗ чӗтресе тӑчӗ. «Британипе» хӗн-хур курса тӑнӑ ҫынсем килсенех кунта ҫутҫанталӑка этем алли пулӑшма пуҫланӑ. Вӑл телейлӗ; вӑл, ҫутҫанталӑк пекех, тикӗс, лӑпкӑ, тӳлек ӑнланмалла мар хӗр. Эпӗ вара, лӳчӗркесе пӗтернӗ халсӑр чун, ӑна хамӑн пӑсӑкӑмсемпе асапӑмсене ӑнланса илтересшӗн. — Мӗнле каяс килет-ха сирӗн, ӑнланмастӑп эпӗ, господа! — каллех сӑмах хушрӗ комиссионер. Ытла вӗтӗ пирки вӗсене телескоппа курма ҫук. — Тӗрӗс, сирӗн пуҫӑр каллех пит ӑслӑ ӗҫлеме тытӑнчӗ, — терӗ король герцога, хӑй эпӗ тӑракан вырӑнтан икӗ утӑмра, карӑ айӗнче аллисемпе хыпашлама тапратрӗ. Ромашов, пӑлханса та, хӑйне пӳлӗмре илтме пултарасран хӑранӑн, ҫав тери шӑппӑн сывлама тӑрӑшса, пуҫӗпе кӗленче ҫумне ӳпӗнчӗ. Хаяр тӑшман куҫа ҫеҫ курӑнтӑр, тусан шӑлса тӑкнӑ пек тасатӑпӑр! — каласа хучӗ виҫҫӗмӗшӗ. Вӑл ҫенӗкре хывӑнса, аллипе йӗпе сухалне типӗтсе тӑрса лаша пек тулхӑрчӗ. Ку йӑпанни ҫеҫ мар. Летчик пулма эпӗ тахҫанах, Энскрах, Петькӑпа Собор садӗнче, алӑсене хӗреслетсе, кӑнтӑрла уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курасшӑн ҫунса выртнӑ вӑхӑтра, ҫунатлӑ пулӑ пек самолет пӗлӗте ҫӑмӑллӑн ҫурса иртнӗ, Песчанка хыҫӗнче ҫухалнӑ самантрах, шутласа хунӑ пек туйӑнатчӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ҫавӑн пек туйӑнатчӗ кӑна маншӑн. Ҫапах та — ахалех асра юлман вӗт-ха ҫав самолет. Тен, чӑнах та, ун чухнех эпӗ халӗ хама пӗтӗмпех тыткӑна илекен шухӑшсем пирки чи малтанхи хут шутланӑ пулӗ. Эпӗ сана ҫакна калам: халӑхӑмӑр ҫавӑн пек пирӗн… Дик Сэнд парӑссене пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан куҫне палуба ҫинче тӑракан ҫынсем ҫине куҫарчӗ. — Анчах, ҫапах та, вӗсем сире мӗнре те пулсан пулӑшма пултарӗччӗҫ… — тенӗ Тарас, вара унӑн тутисем тӑрӑх кулӑ шӑвӑнса иртнӗ. Ҫакӑнта ҫӳлте вӗрекен ҫил, ҫӗр ҫийӗн йӑсӑрланакан нӳрлӗхпе хутӑшманскер, кунта ярӑнса кӗрет те кантрасене хускатса илет, чансем ӑшнех кӗрсе варкӑшса, вӑхӑтран вӑхӑта ян-ян сасӑ кӑларать. Эпӗ сана ак ҫӑвар урлӑ парап! — тесе хучӗ. Пурте — хӗрарӑмсем уйрӑмах — хӗрачасем хӑйсен тӑванӗсемпе тӗл пулнӑшӑн, ҫак килте хӗпӗртемелли самант тупӑннӑшӑн савӑннипе куҫҫулленчӗҫ. Пӗрлештернӗ выльӑх картисене икӗ талӑк хушши тӗрлӗрен тӗслӗ сурӑхӗсемпе качакисене хӑвала-хӑвала пычӗҫ, сӗтӗрчӗҫ, миххи-миххипе чӑххисене леҫрӗҫ. Вӑл ҫынсенчен аяккалла уйрӑлса кайрӗ, хӑйне питех телейсер тесе шутларӗ, ҫавӑнпа вӑл Сида тавӑрма та хӑтланса пӑхмарӗ, Сид пустуях унтан кайри алӑк витӗр тухса тарма васкарӗ. Тиртен тунӑ ҫивитти карӑнтӑр тесе, хӗрарӑмсем ҫӗр ҫумне чиксе лартнӑ шертен вӗҫӗсене сарса лартнӑ. Кунта тата кӗретех цивилизаци ҫинчен аса илтерекен урӑх япаласем те пӗр виҫ-тӑват япала пулнӑ: пит илемлӗ сӑран арча, икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал, шӑратса тунӑ кӗмӗл стакан тата сунарҫӑ шӑхличӗпе вӑрӑм пушши. Хамӑр аялалла вӗҫнине чухласа илтӗмӗр, тепӗр самантран пирӗн икӗ ҫын кӗрсе-выртмалӑх михӗ ӑшне шыв тулса ларчӗ, эпир ҫак хамӑра пӗтерме пултаракан михӗ ӑшӗнчен тухса ӳкес тесе, пӗр-пӗрне урасемпе тапма пуҫларӑмӑр. «Вӑрман, кастарнӑ такасем, тара илнӗ имени, лавка, хупахсем, тата тимӗр витнӗ пӳртпе кӗлет, ывӑлӑм, — ҫаксем пурте епле юлӗҫ? — тесе шухӑшласа илнӗ вӑл. — Апла иккен. Эпӗ питӗ тарӑхса ҫитрӗм… Аристотель патак ҫине чикӗнсе пӗкӗрӗлсе тӑрать, унӑн пичӗ типшӗмленнӗ, сайралнӑ ҫӳҫӗсем вӑрӑмланса кайнӑ, сасси тытӑнчӑклӑн тухать. — Ҫук! Эпӗ тӳррипе калатӑп. Вӑл шартах сикрӗ, мана курчӗ те кулса ячӗ… Унтан вӑл вӑрӑ-хурахсем ҫинелле пӑхса каларӗ: — Эсир хӑвӑрӑн шурӑ ялавӑрпа пиртен мӗскер ыйтасшӑн? — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Ырӑ мара систерсе, вӗсем шӑпах пулчӗҫ. Такам ҫавна сенӗкпе кӑкринчен темиҫе тӗлтен чике-чике шӑтарса хӑварнӑ. Ҫулталӑк каялла уявра, Павловск паркӗнче, тенкел ҫинче Гусевпа паллашрӗ. — Кам вӑл? Ҫак карттӑ Европӑна (ҫурҫӗр Европӑсӑр пуҫне), Африкӑна тата Азин пысӑк пайне кӑтартать. Ҫӗр вӑл — чӑмӑр, ӑна пур енчен те тӗнче уҫлӑхӗ ҫавӑрса тӑрать, тесе шутланӑ Птолемей. Хӑвӑрах куратӑр, унӑн шухӑшӗ тӗрӗсех пулнӑ. Анчах ӗмӗрсем иртнӗ май грексен авалхи астрономӗсен ӗҫӗсем те манӑҫсах пынӑ, вӗсем ҫырса пынисем ҫухалнӑ, кайран вара Ҫӗре каллех ҫатма пек пӗр тикӗс тесе шухӑшлама пуҫланӑ, тӗне хӳтӗлекен географсем карттӑсем ҫинче вилнӗ ҫветтуйсем пурӑнакан рай вырӑнне те ӳкерме тытӑннӑ. Анчах власть авторитечӗпе мӗн пулнӑ пулӗччӗ вара? — Ой, йывӑр-ҫке чӑтма, ҫитменнине никамран пулӑшу кӗтме ҫук! Пӗр тӑвайкки ҫинчи ҫӑра симӗс раща урлӑ пысӑк чул ҫуртӑн симӗс ҫивиттийӗпе вельведерӗ курӑнса тӑраҫҫӗ, теприн ҫинче — пилӗк тӑрӑллӑ чиркӳпе авалхи чан ҫапмалли вырӑн; йӗри-тавра пахчаллӑ, ҫӑл тарасиллӗ ял пӳрчӗсем сапаланса лараҫҫӗ. Вӑл ҫавӑнтах Огнянова типӗ вӗтлӗх ҫине ларма сӗнчӗ. Анчах эпӗ Ардальонпа туслашнине сиссен, Уҫӑп мана атте пек систерсе каларӗ: — Акӑ мӗн калас тетӗп, чунӑм, шеремет ачи, эсӗ мӗн Миллионнӑйпа ытла таччӑн туслашса пурӑнатӑн? Ҫил пур ҫӗрте те ялавсене варкӑштарать, аслӑ плошадьсенчи юра ҫавӑрттарса вӗҫтерет, хулари мӗнпур тӑвӑр урамсене юр тултарать. Пушанса юлнӑ парксенче хӗрлӗ пӗсехеллӗ уйӑпсем вӗҫкелесе ҫӳреҫҫӗ ӗнтӗ, аяла антарнӑ кӗмӗл тӗслӗ аэростатсем патӗнче кӑвак комбинезонлӑ хӗрсем тӑрмашаҫҫӗ. Мана хӑвна пӗрле илсе каятӑн-и? Юратмалла марри мӗн пур-ха улта? Вӑл, вӑл ман умра ларчӗ, вӑл ҫӗре-ҫӗрӗпе ҫывӑрман… — Ҫук! Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр-ха эппин… Вӑл эпӗ пирвай пуҫласа сана курнӑ кунах, тата ҫав сехетрех хыпса илчӗ. Ҫук! унашкалли эпӗ нимӗн те тумарӑм, ниме юрӑхсӑр хӑравҫӑлла кӳрентернине хирӗҫ пӗр сӑмах чӗнмерӗм. — Ҫавӑн пек ҫав. Халӗ ӗнтӗ вӑл мӗншӗн унашкал хӑтланни маншӑн паллӑ: Николай Антоныч пур айӑпа ман ҫине йӑвантарнӑ иккен, ҫакна Катя ӗненнӗ иккен. — Ҫук, — терӗ ача шухӑшлӑн. — Кала. Тепӗр сасӑ, ытларах тискер кайӑк мӗкӗрнӗ евӗр илтӗнекенскер, башня тӑрринчен ҫапла ответлерӗ: — Штурмлӑр! Вӑл кӗтесрен, Марьяна хӑйӗн кӑвак атлас бешмечӗпе йӑлтӑртатса ларакан кӗтесрен, иртрӗ те хӑй хыҫӗнчен хӗрсем ахӑлтатса кулнине илтрӗ, унӑн чӗри ыратса кайрӗ. Халь Дик Сэнд ӑна лайӑх тӗсесе пӑхма пултарчӗ. Хӑратни япӑх мар. — Анчах та сире чарса тӑма шутламастӑп, — терӗ хорунжи, ҫӑварне пӗҫерттере-пӗҫерттерех чейне ӗҫсе ярса. — Хулине пӗтӗмпе шыв илсе лартнӑ, вӑл пирӗн кимӗ аяккипе ишсе иртсе пынӑ пек туйӑнать. Ҫаплах, шӑматкун ара, ҫылӑх каҫармалли вырсарникун ыран тенӗ чух, — алла пулсан, шӑпах пӗр эрне каялла, — тесе хучӗ вӑл. — Ҫӗнӗ Ҫӗртен килтӗмӗр, унччен Полярнӑйра пулсаттӑм. — Мӗншӗн-ха, эппин, ӗлӗкрех ачасем ялан фронта тарнӑ? Ҫак самантра тин ӗнтӗ эпӗ аттене мӗншӗн тытса кайнине пӗлсе илтӗм. Каҫ пулать: сотник хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе ҫывӑрмалли пӳлӗме каять; чипер панночка та хӑйӗн пӳлӗмне кӗрсе питӗрӗнсе ларать. Койка ҫинче пӗр ватӑ, ырханланса кайнӑ салтак ларать. Сирӗн ҫине вӑл ӑшшӑн та кӑмӑллӑн пӑхать, вӑл сире хӑй патне чӗнет тейӗн. — Ӑҫтан амантрӗҫ сана? — ыйтатӑр эсир унран, хӑюсӑртараххӑн. — Гангрена… — терӗ Мересьев хуллен, унтан татах тепӗр хут, салхуллӑн: — Гангрена! — тесе хучӗ. Ҫыран хӗрринче тӑшмана тӗл пулса хӑрушлӑха кӗрсе ӳкмелле мар вырӑн тупмалла. Ҫапах та ҫирӗм ҫул хушшинче пӗрре сивӗ хӗл пулнах, ун чух ҫурҫӗр ҫилӗ икӗ-виҫӗ уйӑх хушши вӗрсе тӑнӑ. — Вӑл сӗтӗрӗнчӗк паянхи канашлӑва килеймест, — тесе пӗлтерчӗ Илья Странджов, — пӗр-пӗр кӑрчмара ӗҫсе супнӑ пулмалла. Императорпа свити лашисем ҫинчен сиксе анчӗҫ, император майрипе патша ҫуртӗнчи дамӑсем кӳмисенчен тухрӗҫ; вӗсем манран пӗртте хӑранӑ пек е шикленнӗ пек туйӑнмарӗ. Унтан ҫирӗппӗн:— Никитӑна курмарӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Хавасли, ҫӑмӑлли, ырри, чи малтан пуҫласах намӑс марри те пур; кунта вара киревсӗр те, намӑссӑрла та; чуна та ыраттармалла. Эппин, эсӗ мана чи пирвай ҫураҫман курӑнать? Ирхи тулӑ чашӑлах тикӗс шӑтса тухни пурне те савӑнтарчӗ, анчах иккӗмӗш бригада лаптӑкӗ ҫинче май уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче акса хӑварнӑ ҫӗр гектара яхӑн кубанка текен тулӑ пур. — Вӑл утрава ку таранччен никам та сӑнаса пӑхман-ха. Ҫапах та, пӗлме ҫук, тен ӑна та вулкан кӑларса пӑрахнӑ пулӗ. Эпӗ хам сывмар пулнинчен ытларах сывмара пӗтӗм те хама пажпа пӗрле таса тинӗс сывлӑшне сывлама яма йӑлӑнтӑм. Пажне хам хытӑ юрататтӑм тата мана унпа уҫӑлса ҫӳреме шанса яркалатчӗҫ. Тавар туянакан хӗрарӑмсем ун ҫине урӑхларах пӑхма тытӑннӑ. — Мана мӗншӗн Юрка-бандурист аса килнине халь ӗнтӗ ӑнланатӑр-и? — ыйтрӗ студент, кивӗ коляска каллех мӑнастир еннелле ҫул тытсан. Ах, туршӑн та… Корчагин аллисенчен вӗҫерӗннӗ хыҫҫӑн Катюша унпа ҫуммӑн утрӗ. — Апла эсӗ чӗрӗ иккен! пӑхса та ӗненместӗп! Тулти алӑк вӗсем хыҫҫӑн хупӑнсан, Джемма хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ те Пӑван панӑ хута хӑвӑрт салатса пӑхрӗ. Анчах ӑна сирӗншӗн кӗл тума та хӑрушӑ пулнӑ — хӑяйман вӑл! Ҫавӑн пирки турӑран та уйрӑлчӗ… Аттене тытса кайнине пӗлсен аннене мӗн пулни ҫинчен асӑнма маншӑн паян кун та ҫав тери йывӑр. Часах района кайса килес пулать, райком секретарӗпе, ГПУ начальникӗпе калаҫса пӑхмалла. — Эсир мана вӗлеретӗр-и? — ыйтрӗ вӑл хуллен. Эсӗ — мӗн? Таҫта та ҫул ҫӳренӗ, нимрен те хӑраман этем пулнӑ вӑл! Вильям Парижри Географиллӗ обществӑн членӗ-корреспонденчӗ пулса тӑрсан, мӗн чухлӗ ҫыру ҫӳретмен унпа вӗсем! Ульяна ҫилленсе кайрӗ, куҫӗсене хаяррӑн ялкӑштарса илчӗ: — Мӗн ара эсӗ, ӑса кӗр-ха! Кулса илчӗ. — Сана ҫав, — терӗ Шубин тепӗр хут. Ой, питӗ хӑрушӑ мана!.. — Хитре йӑнӑш! Майӑн 11 — 15-мӗш кунӗсем. Караван малалла ҫул тытать. Аманнӑ ҫамрӑк, ҫӑварне уҫса, кӑшт кулнӑ пекрех сасӑпа:— Ӑҫта сӗтӗрсе каятӑр эсир мана, юлташ? Чӑнах та макӑрать. Пӑлхав! Вӑл никамсӑрах, унӑн секунданчӗсем хӑйне валли унӑн пуканне те лартса паман хӑйӗн кӗтессине кайнӑ. Магнитпа тимӗр пӗр-пӗрин патнелле мӗнле туртӑннине эсӗ пӗрре кӑна мар асӑрханӑ ӗнтӗ. Ҫав пысӑк мар ялти ҫуртсем хӑйсене кура йӗркеллӗ ларса тухнӑ. Ҫавӑн пек чӑрсӑр каланӑшӑн сана линейкӑпа ҫапни те сахал пулать. — Епле-ха апла? Анчах та ҫав телейсӗр каҫ хыҫҫӑн ман пуҫа унӑн ячӗ вараланнӑ пек шухӑш кӗрсе ларчӗ. Вӑл хӑй ирӗкӗпе анчах хӑй ятне тасана кӑларайманни ман пуҫран тухмасӑр, мана унпа малтанхи пек тытма чӑрмантарчӗ. «Амӑшне чикана вӑйпах парса янӑ пек пирӗн пата килсе ячӗ, хӑй вара пачах та ӗҫлемест», тейӗҫ. Тавралӑх пур ҫӗрте те каҫ пулас умӗнхи тӗспе ҫуталать, тӳпе хӗрелме пуҫланӑ, ҫил ҫӗкленнине пула чӗтрекен ҫулҫӑсем тӗрле тӗслӗн ялтӑртатаҫҫӗ; инҫетри кӳлӗсенчи шыв шӑратнӑ ылтӑн тӗслӗн чӳхенет; садра хӑшпӗр тӗлте лартса тухнӑ хӗрлӗрех башньӑсемпе беседкӑсем тӗксӗмленекен йывӑҫсем хушшинче ытларах палӑрма пуҫларӗҫ. Пӗлетӗн-и тата, эпӗ сана пӗр япала ҫинчен, сана интереслӗ пулсан, каласа кӑтартма пултаратӑп. Пӗр ҫын мана юханшыв леш енчен така илсе килме пулӑш-ха терӗ, ҫакӑншӑн вунӑ цент пама пулчӗ; эпӗ килӗшрӗм; такине кимӗ ҫине туртса кӗртнӗ чух ҫынни мана вӗренне тыттарчӗ, хӑй такине хыҫалтан тӗртрӗ, анчах таки манран вӑйлӑраххи пулчӗ те вӗҫерӗнсе тарчӗ, эпир ӑна хӑвалама тытӑнтӑмӑр. Иккӗмӗш эшелонри ҫынсем воинсенчен ытларах служакӑсем, апла пулин те, вӗсем — вӑрҫӑри чи кирлӗ элементсем, вӗсемсӗр воинсен паттӑрлӑхӗ те пулма пултараймасть. — Ҫын авланма хатӗрленет, унсӑр пуҫне юратнипе качча илет тата дуэль хыҫҫӑн… — Ҫук мар ҫав; эпӗ сана тата акӑ мӗн калам: эсӗ Любовь Сергеевнӑпа туслӑ пулни те вӑл сана турӑ вырӑнне хунинчен кӑна килет. Халӗ вӑл ҫав йӗр урлӑ каҫрӗ те, нумай-нумай кунсем хушши туса пынӑ йывӑр ӗҫӗн уссине курчӗ. Мӗн эсир ман ҫула пӳлсе тӑратӑр? — терӗ. Ваттисем те ҫакӑнтан инҫетрех тӑман, анчах ҫамрӑксемпе тавлашса вӗсем нихӑҫан та пӗр-пӗр татӑклӑ килӗшӳ патне ҫитеймен. Дубкова Володя хӑйпе юнашар лартрӗ, мана Дмитрий фаэтонне вырнаҫма тиврӗ. Гостинӑйра, тепӗр пӳлӗм урлӑ, калаҫни тата турилккесемпе ҫӗҫӗ чӑнкӑртатни илтӗнет. — Атя ун патне, ним те мар! Эпӗ унпа пӗрле мӗнпур ӑшчикпе хутшӑнса каятӑп, унпа пӗрлех пӗр йышши чун туйӑмӗнчен тепӗр йышши туйӑма куҫатӑп, анчах ҫакна мӗншӗн тӑватӑп — хам та пӗлместӗп. — Тампль башнине? — Калӑр, — терӗ вӑл Джеммӑн пӳрнисене хытӑ хӗссе, — калӑр! Мана Изот тупать, ҫӗрле вӑл татах та пысӑкрах пек, тата ытларах та килӗшӳллӗ пек курӑнать. Тӗрӗслӗхлӗ ӗҫшӗн, тӗншӗн, юлташлӑхшӑн кӗрӗшнисенчен никам та юлман. Карл Иваныч кулӑшла старик-мучиччӗ, эпӗ ӑна чунтанах юрататтӑм, анчах ачалла ӑнланупа ӑна обществӑллӑ пурнӑҫра хамран аялта тӑракан ҫын тесе шутлаттӑм. — Виноград туни ӗне пекех вӑл. Вӗҫне-хӗрне тухма ҫук сӑртсем хушшипе вӗсем ҫулсӑрах утаҫҫӗ. Анчах Гленарван аташасран хӑрамасть. — Ҫук, пӑхас килет, чӑнах, пӑхас килет. Карчӑк ҫак вӑхӑтра пӳрте кӗчӗ. Лукашка сӑмахне вӗҫлесе пӗтереймерӗ… Вара пӗтӗм ҫӗр ҫирӗм ӳкерчӗкрен (май ҫитнӗ таран сыхланса типӗтсеттӗмӗр ӗнтӗ вӗсене) аллӑ пленкӑпа ӗҫлеме пулӗ, терӗҫ. Манӑн вилнӗ атте маттур сунарҫӑ пулнӑ, унтан ытла — юлан утпа ҫӳреме юратнӑ. Ҫав самантра аҫа йытта вӗлерсе пӑрахнӑ пулӑттӑм, Титок карчӑкне те, Титокне хӑйне те тӗп туса, пӗтӗм пульӑсене тӳрех ҫӑварӗсене персе тултарнӑ пулӑттӑм. Ҫапла тунӑ хушӑра сасартӑк пӑхса илтӗм те шалт тӗлӗнсех кайрӑм: хӑвӑрт ҫавӑркаласа илнӗ чух пӗринче эпӗ латинла ҫакӑн пек сӑмахсене уҫҫӑнах вуласа юлтӑм: «сraterem», «terreste». Папӑна пуҫӗпех пӑхӑннине кӑтартас тесе, вӑл юрлӑ сӑрт-ту тӑрӑх ҫуран, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирпе утнӑ. Манпа килӗшӳ тӑвӑр, эпӗ сире пайтах укҫа парӑп. Ставрученкӑпа ывӑлӗсем хушшинче пулса иртекен тӑвӑллӑ тавлашусене вӑл хутшӑнманпа пӗрех, хута кӗрекен вырӑнне хурса, ҫамрӑксем унран пулӑшу ыйтма тытӑнсан, кӑмӑллӑн кулкалать кӑна. Вулакансене эпӗ ҫак йӗрӗнмелле чӗрчунсем мана хӑйсен ҫӗршывне пуҫласа пырса кӗрсен мӗнле кӗтсе илнӗ пирки малтанах каласа панӑччӗ. Елена ҫӳлӗ, сӑнӗ тӗксӗм те шуранка, авӑнчӑк куҫхаршиллӗ пысӑк кӑвак куҫӗ тавра вӗтӗ хуратут пӗрчисем, ҫамкипе сӑмси тӳп-тӳрӗ, тутисем тӑп чӑмӑртанса тӑраҫҫӗ, янахӗ вара самаях шӗвӗр. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле туссемччӗ те! — Эс мана яланах асап кӑтартрӑн! Куҫҫуль тумламӗсем, сывлӑм пӗрчисем пекех ҫутӑ та йӑлтӑрккаскерсем, хура алтупанӗ айӗнчен шӑпӑртатса тухса, пӗр-пӗринчен ирте-ирте, питҫӑмартисем тӑрӑх юхса анаҫҫӗ. Мӑнтарӑн мсье Вольдемар. Марийка тӗксӗм куҫне хуньашшӗ ҫинчен илчӗ те урапа патӗнчен ҫул патнелле уттарчӗ. Нуша вӗт, Фома Кузьмич, нуша таҫта та илсе пырӗ, яр-ха. Ку тӗлӗшпе вӑл урса кайнӑ пекех. Халл капитана ҫилсӗр ҫанталӑк самаях кансӗрлерӗ. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшламаллах ӗнтӗ, эпӗ чӑнах та пайтах шухӑшларӑм. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Вӑл кашни уроках хатӗрленнӗ, ҫав тери тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫленӗ, анчах мӗн туни пӗри те ӑнман: вӑл ӗмӗтленме, кӗнекесем вулама юратнӑ; леш тӗнче пур, вӑл ытти вӑйсемпе хутшӑнса тӑрать, тесе шутланӑ, тытӑнчӑклӑ сасӑпа хыттӑн калаҫнӑ, ытларах танлаштарусемпе, ҫийӗнчех ӑнланса илмелле мар сӑмахланӑ, ҫав тери юратакан ачинчен те ютшӑннӑ. — Мӗншӗн каймалла-ха? — тесе хучӗ Одинцова сассине ҫемҫетсе. Ҫылӑх каҫарттарма малтан атте кӗчӗ. Пысӑк ӗҫшӗн кӗрешнӗ чухне яланах ҫапла пулнӑ, ҫапла пулмалла та. Севастополь. Ун хыҫҫӑн виҫӗ ҫын, алӑран алла тытса пыраҫҫӗ. Шырлан хӗрринче кӗтӗве ертсе пыракансем, хӗвелтухӑҫнелле е хӗвеланӑҫнелле пӑрӑнса, хӑйсем хыҫҫӑн ытти бизонсене те ертсе кайса, чул куписем хыҫӗнче тӑракан ҫынсене пурне те таптама пултарнӑ. Тӳсӗр, тетӗп. Анчах хам та куратӑп — тӳсесси пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ. Хура Урасен лашасем ҫав тери нумай пулнӑ, вӗсем хӑйсен лашисене пӗр эрне хушшинче те шутласа пӗтерме пултарайман. «Патрон пӗтнӗ», — тавҫӑрса илчӗ те Алексей, ҫав самантрах ун ҫурӑмӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ. Команда сӑмахӗсем янӑраса кайрӗҫ. Редакторпа ҫеҫ пӗрле пулсан та, пӗр хут ҫеҫ чӗнсе каламалла, вара ҫур сехет те иртмӗ, хамӑр ялав айне пилӗк ҫӗр ҫын тухса та тӑрӗ. — Сире пит килӗшет-и вӑл кӗнеке? Вара Айртон, шанчӑклӑ сассине кӑларса, хӑйӗн шухӑшне каласа кӑтартрӗ. — Халӗ эпир пулӑшу ниҫтан та илме пултарайман вырӑнта тӑратпӑр, Сноуи тепӗр енне каҫас тесен те йывӑр, инкексӗр пулас ҫук, ҫавӑнпа та эпӗ ку енчех юлма сӗнетӗп. — Мӗскӗн кӑмӑллисем телейле, мӗншен тесен весен… ҫӳлти патшалӑх пулӗ. Ҫурри ҫеҫ курӑнать-ха вӑл; анчах ӗнтӗ пӗтӗм тӗнче чаплӑн ҫутӑлса кайрӗ Пӗвери шыв йӑлтӑртатма пуҫларӗ. Эпӗ турра ӗненместӗп, Ромашов, анчах хӑшпӗр чухне таса юравҫӑсем, тӗншӗн чунне паракансемпе сӑваплӑ чӑтӑмҫӑсем пирки те шухӑшлатӑп, асӑмра канонсемпе кӑмӑла ҫемӗҫтерекен акафистсене ҫӗнӗрен кӑлара-кӑлара тӑрататӑп. Эпӗ вӗт, хаклӑ ҫыннӑм, бурсӑра вӗреннӗ, астӑвӑм ман хӑрушла вӑйлӑ. Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех шухӑшлатӑп та, тепӗр чух, пулкалать, сасартӑк ют савнӑҫа, е ют хуйха, о мӗнле те пулин ӗҫӗн вилӗмсӗр илемне, хам витӗр кӑларса, хӗрӳн туйса илетӗп, ҫӳретӗп те ҫӳретӗп вара ҫакнашкал акӑ, пӗр-пӗччен… унтан тата йӗретӗп, — вӗрин, хастаррӑн йеретӗп… — Старик темӗнле тӗлӗнмелле фиоритура тума пуҫларӗ, — анчах вуннӑмӗш нота ҫинче такӑнчӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ, аллине сулса ҫаврӑнса тӑчӗ те мӑкӑртатса: «Мӗншӗн мана асаплантаратӑр эсир?» — терӗ. Анчах мана Шпортной кирлӗ. Шурӑ Кашкӑр — аслӑ ҫулпуҫ! — Агони! — терӗ майор. Иртсе ҫӳрекенсем урамра пӗрне-пӗри хаҫат вуласа параҫҫӗ те вӑрттӑн куҫ хӗссе илеҫҫӗ. Мана алӑк патне ирттерӗр, хӑвӑр чышкӑрсемпе, пушалстӑ ман пит патне ан ҫывхарӑр! Ак ӗнтӗ экипажсем чарӑнчӗҫ. Ӑна Илья, нумай алхасать пулсан та, темле хавасланса мар, юри алхаснӑ пек туйӑнчӗ. — Ан тив ӑна, яр, — терӗм эпӗ Бирюк хӑлхинчен пӑшӑлтатса. Кӑшкӑрас мар тесе Лось минтере ҫыртса лартрӗ. Унта тухса ҫӑлӑнма май пулӗ-ши, ҫук-ши — халӗ вӗсен ҫавӑнта кӑна ҫӑлӑнмалла пулать. Чӳречесене ҫӗмӗреҫҫӗ. — Мӗн кирлӗ сана? — ыйтнӑ Фома, именнипе хӗрелсе. Ҫӗр ҫинче икӗ вӑрӑм тимӗр штанг выртать. Кусем — рельссен формисем, шпалсене вӗсен шайӗпе танаштарса пыраҫҫӗ. Луиза ӑна горизонтра тусан курӑнса кайнинченех асӑрханӑ. Шӑмшака пӗртак ҫемҫетӗп те акӑ — пӗтӗмпех иртсе каять… Халӗ ӗнтӗ лешне аса илме пикенер-ха, — терӗ вӑл хытӑ сасӑпах. — Хура Йытӑ? Чи малтанах эпӗ пуҫри матрос картусӗпе кимӗ тӗпӗнчи шыва сыхланса ӑсма пикентӗм, унтан челнок мӗнле пынине сӑнаса, вӑл мӗншӗн ҫакӑн пек хумсем тӑрӑх шуса ҫӳренине ӑнланса илме тӑрӑшрӑм. Ҫынсем «тиран» текен кӑвак камзолсене ытларах кӑмӑллаҫҫӗ. Нихҫан та апла тесе шухӑшламан! Мӗнле, ҫӗрӗпех Ямка патӗнче ӗҫрӗр пулать эппин? — терӗ карчӑк. Ҫав ҫуйкӑнлӑх унра, пӗр тапрансан, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр ҫунса тӑнӑ, вӑл вара, ҫулӑмланса кайнӑскер, унтан та кунтан ҫӗршер-пиншер тенкӗ укҫа яра-яра тытнӑ, укҫа шӑтӑртатнипе шӑнкӑртатнинчен нихҫан та тӑранасса пӗлмен пек ӑшталаннӑ. Эпӗ ырӑ ятшӑн ҫунма пӑрахрӑм (виҫҫӗмӗш пуласси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук ӗнтӗ), юлашки экзаменсене тӑрӑшмасӑр, пӑлханмасӑр ирттерсе ятӑм. Паганель Ҫӗнӗ Зеландин карттине сыхласа хӑварни питех те аван пулчӗ. Йӗннине ӑста майласа чикнӗ пӑшал, ҫурӑм хыҫӗнчи пистолет тата йӗнер хыҫне тӗркесе хунӑ бурка, — ҫаксем Лукашка лӑпкӑ мар та инҫетерехрен килни ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Пур ҫӗрте те мӗн чухлӗ ҫак кӑмӑла каймалли илем, — анчах та вӑл пире курӑнмасть, пурте пире курӑнмасӑрах пирӗн ҫумран иртсе каять. — Сан пирки, темшӗн-ҫке, пиччӗшӗ хытӑ ҫилленнӗ ӑна. Айӑпланнӑ ҫын вӗсен хушшине пӗр сӑмах чӗнмесӗр пырса тӑчӗ. Чиновник шухӑша кайрӗ, ку унӑн чӑмӑртаса хунӑ тутисенчен паллӑ пулчӗ. — Эпӗ сӑмавар лартатӑп ӗнтӗ, — сасӑ пачӗ хохол кухньӑран. — Вилмелли приговора сирсе ямашкӑн, хӑвӑра тӳрре кӑларас тесе, эсир мӗн те пулин калама пултаратӑр-и? — тет судья хыттӑн. Эпир Петровна валли пушӑт касма вӑрмана кайрӑмӑр. Вӑл сутма ҫӑпата тӑватчӗ. Аннен ҫав кунхи сӑнӗ ӗмӗрлӗхех манӑн асра юлчӗ. Вӑл хура ҫӳҫлӗ, чӑлт шурӑ шӑллӑ ҫирӗп хӗрарӑмччӗ. Чечеклӗ тутӑрне кӑкӑрӗ тӗлӗнчен хӗреслетсе ҫыхнӑччӗ. Вӑл, меллӗн пӗшкӗнсе, йывӑҫ турачӗсене сирет, йывӑҫа касать, унтан хуппине шӑлпа ҫыртать, пӗрре туртнипех меллӗн уйӑрса илет. Ҫавӑн пек аса юлнӑ мана анне сӑнӗ. Анне мана та пушӑт касма вӗрентес терӗ, анчах ӗҫ тухмарӗ, пӳрнене касни кӑна пулчӗ. Унтан эпӗ тӗмсем хушшинче пытанса, чылайччен шухӑшласа, кайӑксем юрланине итлесе, анне хамран аякран аякка кайнине сӑнаса лартӑм. Сасартӑк анне юрласа ячӗ: Хыҫалти алӑк патне сутӑҫсем килчӗҫ. Кӗсре сутса шур сӑр илтӗм эп хама валли. Юри ятне ӗне сутрӑм хитререх пулма. Сӗт витрине сутса ятӑм писев туянма. Тӗмсем ҫине хӗвел ҫути ӳкрӗ. Ҫак вӑхӑтра вӑл тӳрленсе тӑчӗ. Питҫӑмартийӗсем унӑн хӗп-хӗрлӗ, куҫӗсем ялкӑшса тӑраҫҫӗ. Ахальтен мар пулӗ-ха! Пирӗн умра вӑл атте ҫинчен сайра-пӗрре кӑна асӑнатчӗ, анчах та хампа йӗркеллӗ, ҫепӗҫҫӗн калаҫнӑ чухне эпӗ вӑл атте ҫинчен шухӑшланине чухласа илеттӗм. — Ҫук пуль тетӗп: унӑн вӑхӑчӗ пулас ҫук. Ним хускалмасӑрах, Полина малтанхи пекех тӗлӗнсе ыйтрӗ: — Эсӗ мана ҫапла юрататӑн-и? — Эсӗ, ывӑлӑм, алӑкӑн питӗркӗч шӑтӑкӗнчен ан пӑхкала, — ӑнлантарса пачӗ вӑл. Эпӗ вӗсене иккӗшне ҫеҫ хӑвартӑм та урата патне пытӑм. Тепӗр чухне ытла хытӑ хӗненипе ӑна, мӗскӗне, мыскара кӑтартнӑ ҫӗртен тӳрех больницӑна илсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне тата — масара та… Театра хупасшӑн, сире вара… — «хуса ярасшӑн» темерӗм пулас та эпӗ. Эпӗ хӗпӗртемеллипех хӗпӗртерӗм. Мӗн тери лайӑх халь юратнисене! Лӑсканчӑк вӗҫлӗ хура пӗлӗтсем сулахайра ҫӳлелле ҫӗкленме тытӑнчӗҫ ӗнтӗ, вӗсенчен пӗри, пӳрнеллӗ ал лаппи пек курӑнаканни, уйӑх еннелле туртӑнать. Халь тесен халь аслатиллӗ ҫумӑр килсе тӑкма пултарать. — Николай Антоныч шанса тӑнӑ ӑна, — терӗ вӑл, хӗрсе кайса. Ҫав хура пӑнчӑсем умӗнчен хура мӗлкесем лаппӑн-лаппӑн пирӗн линисем патне куҫса пычӗҫ. Эппин вӗсене хӑварӑпӑр, луччӑ Америка ҫинчен калаҫса пӑхӑпӑр. Кӑнтӑрла та ҫитрӗ, король ҫаплах ҫук, эпӗ, тӗрӗссипе, питӗ савӑнтӑм: тинех мӗнле те пулин улшӑну пулать тетӗп, тен, пурнӑҫ йӑлтах та улшӑнса кайӗ-ха тесе шутлатӑп. Ку хӗрарӑм Катя амӑшӗ пулнӑ иккен, хайхи карчӑкӑн хӗрӗ. Ҫакнашкал мӑнаҫлӑ, ҫакнашкал вӗри кӑкӑр! Малта вӑхӑт татах нумай-ха.. Ӗҫлесси ҫинчен асӑнмалли те юлмарӗ. — Паллах ӗнтӗ! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Сквайр — чӑн-чӑн джентльмен. Аслӑ ҫынсем садсенче ӗҫленӗ. Перӗр тетӗп! Мӗн эсӗ, ватсупнӑ, мана пӗтерес тетӗн-им? Манӑн вара, юри тунӑ тейӗн, хампа пӗрле ҫакӑр та пулмарӗ. Ҫапла, пӗр шӳт тумасӑр калатӑп. Козаксем хавассӑн каялла ишнӗ; вӗсене хыҫалтан туроксен вунӑ тупӑллӑ карапӗ хӑваласа пынӑ, вӑл мӗнпур орудийӗсенчен пӗрсе козаксен тӗрексӗр киммисене кайӑксене сапаласа янӑ пек сапаланӑ. — Ӑна пӗлейместӗп вара. Халӑхӗ, тен, пилӗк пин, тен, ытларах та пулӗ… манӑн ӑҫтан пӗлес? — Ара. Чӑннипе каласан, чи малтанхи вӗҫеврех хӑй вӑл Ҫурҫӗртен йӑлтах ютшӑннине туйса илнипе чун-чӗререн пӑшӑрханать, «ҫӗр туйӑмне» чухлайми пуличчен ютшӑннӑ иккен вӑл, ҫав туйам кирек хӑҫан та кунта урӑхларах пулаканччӗ. Анчах ку чӑтса ирттерейми инкекех мар-ха. Пурте вӑй хӑвачӗпе килӗ. Тӳрлетме ҫуккисӗр пуҫне пурне те тӳрлетме пулать, тӳрлетме ҫукки вара ыйтмасӑр-тума-сӑр килет те, унтан ниҫта пӑрӑнаймастӑн. … Ҫурҫӗрте сывлӑшри вӑрҫӑ мӗнле пыни ҫинчен ытла нумай каласшӑн мар эпӗ, каласа пани, чӑн, итлекене пит йӑпантарнӑ пулӗччӗ те, мӗншӗн тесен вырӑс летчикӗн чаплӑ пултарулӑхӗ ниҫта та Ҫурҫӗрти пек уҫҫӑн палӑрса тӑрас ҫук, Ҫурҫӗрте вӗт асаппа хӑрушлӑх ҫумне ҫур ҫул хушши пыракан полярла тӗттӗм ҫӗрле час-часах начар ҫанталӑк пулни те хутшӑнать. Ну, эпӗ те апат ҫинченех каласшӑн… Калаҫса ӗҫе татсан, посолсем эпӗ хама вӗсемпе туслӑ тыткаланине пӗлсе, ман пата официальнӑй йӗркепе пыма хапӑл турӗҫ. Том ӑна вӑратнӑ, вӑл ҫынсене мӗн чухлӗ чуптарса, пӑшӑрхантарса чӑрмантарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ӑна килелле таврӑнмашкӑн ӳкӗтлене. Куна мана Глеб пуп каларӗ: питӗ лайӑх каларӗ! — Бажанова Корчагинӑн тӑнлавӗ ҫинче ҫӳҫе кӑвакара пуҫланине курчӗ те хуллен каларӗ: — Эсир сахалах мар тӳссе ирттернӗ. Ҫав тӗлӗнмелле кӑмӑл-шухӑш лӑпланса ларас вырӑнне пӗрмаях ӳссе пынине те Луиза туйса тӑнӑ. — Ромочка! Ӳт тӗслӗ сӑрпа сӑрланӑ, мезонинлӑ пысӑках мар ҫурт, сад пахчи варринче лараканскер, ешӗл йывӑҫсем хушшинчен темле кулӑшлараххӑн курӑнать. Арӑм сӑн-пичӗ те ҫавӑн пекехчӗ, анчах кунта тата урӑххи пурччӗ. Андрюша та ларать…» — шухӑшларӗ вӑл салхуллӑн. — Акӑ — илтетӗр-и? — ҫӳрет! «Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — пӗлӗт тӑрӑх чупса кайса шатӑртатрӗ аслати, унтан, такӑнса, сассине ӑҫта та пулин малти лавсем патӗнче е аякра хыҫалта кӗскен те хаяррӑн кӗмсӗртете-кӗмсӗртете ҫухатрӗ. Унӑн хӗвелпе шупкалнӑ кӑвак ҫитсӑ кӗпине темиҫе тӗлте арки таранах ҫурса антарнӑ, хул пуҫҫи ҫинче мӗнле тытӑнса тӑнинчен те тӗлӗнмелле; сулахай пит ҫӑмартинчен пуҫласа янах таранах тӗксӗм кӑвак паллӑ пур, куҫне тӗксӗм хӗрлӗ шыҫӑ хупласа илнӗ, анчах сылтӑм куҫӗ хӑйӗн ҫилӗллӗн те хаяррӑн йӑлтӑртатать. Сӑмсана темиҫе хутчен хӑйӗн вырӑнне лартса пӑхсан та, сӑмса ҫыпҫӑнмарӗ-ҫыпҫӑнмарех. Вӑл вуласа тухрӗ те, кӑмӑллӑн кулкаласа, аллипе ман еннелле сулкаларӗ. Анчах негрсене ӗҫлеттерекен хуҫасем мана яланах хӑваласа яратчӗҫ. Тӑхта-ха эппин, ак ҫакна ил… — Ҫук, кирлӗ мар… — ҫурма сасӑпа каланӑ Маякин. «Первомайскин» виноградникӗсем хӑй вӑхӑтӗнче пӗчӗк уйрӑм хуҫалӑхсенчен йӗркеленсе кайнӑ, унта тем тӗрлисем те пулнӑ, сортсен ӗлӗкхи пӗр пӗлтерӗшсӗр чӑпарлӑхӗ халӗ пӗтӗмпех ӗҫе пӑсать; колхоз винограда сортлӑ эрехсем тунӑ ҫӗре ярать. Унтан стенара, кравать пуҫ вӗҫӗнче, «вилӗм хуралҫи» ятлӑ нӑрӑ-сехетҫӗ усала систерсе тик-так тунисем илтӗнсе кайрӗҫ. Том шартах сикрӗ: ку кам та пулин вилессине пӗлтерет ӗнтӗ, терӗ. Вӗсем виҫҫӗш те ҫамрӑк пулнӑ — аслӑраххи те вӑтӑр ҫултан иртмен. — Анчах антрашса ҫӳрени пулмалла мар! — тесе хушса хучӗ майор. Унӑн пӳрнисем те тӗлӗнмелле, пӗр пек, хускалмасӑр тӑраҫҫӗ. Рита ӑна тытса чарчӗ. Ӑна курсан, Павел амӑшӗ ирӗксӗрех тӗнчере темле чаплӑ та ҫутӑ, хӑй курса тӑракан пӗлӗтри хӗвел пек япала ҫуралнине туйрӗ. Туп-пӑшалтан пени хӑвӑртлансах, ӳссех пычӗ, ҫӗр те кисренсе ҫеҫ тӑма тытӑнчӗ. Вӑл ассӑн сывласа илчӗ: — Ах, Николай, Николай… Урисене аран-аран тӑскаласа, вӑл вӗсем ҫинчен юрне силленӗ те ура ҫине тӑнӑ, тӑрсассӑнах унӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑмне сивӗ кӗрсе тулнӑ. Паян шӑматкун — вӗренессине тунтикунччен хӑварма та юрать. Хӑш-пӗр тӗлте эсӗ трактортан та тарӑнрах сухаланӑ вӗт! Виктор Огарнов ҫапла хушса хучӗ: — Награда илнӗ пек пулчӗ ку, анчах мӗншӗн — паллӑ мар. Вӑл Любовь Сергеевнӑна пӗле пуҫлани нумаях пулмасть, хӑйне мӑнаккӑшӗ юратнине вара ҫуралнӑранпах туйса пурӑнать. Манӑнни пек асра юлнисенче, эп кӗрсе тӑнӑ хыҫҫӑнхи евӗрсенче, нихӑҫан та йӗрки-картине тупса пӗтерме ҫук… Тӑхлан пек йывӑр пӗлет, тӗттӗмленсе, шыв ҫинелле анчӗ. Ҫакӑ пурте пустуй лӑпӑртатни ҫеҫ! Ытла каҫа юлса мӗн тунӑ вара вӑл? Анчах унӑн ҫавӑн пек тума май килмерӗ. А хыҫаланма йывӑр сана. Пӗрисем ҫапӑҫура ывӑнса канма вырӑнаҫрӗҫ, теприсем хӑйсен суранӗсем ҫине тӑпра хураҫҫӗ, вӗсене ҫыхса лартма вилнӗ тӑшман ҫийӗнчен сӳсе илнӗ тутӑрсемпе хаклӑ тумтире ҫураҫҫӗ. Тата ҫав каҫ манран ытларах никам та ӗҫмен; эпӗ чыкансене ҫӗнӗ юрӑ вӗрентрӗм, мана пурте итлерӗҫ. Тимофей вӑйӑ картине кӗрсе тӑчӗ, купӑсҫӑран хут купӑсне пама ыйтрӗ. Ӑна вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпе йӑтса ҫӳреҫҫӗ, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, унпа асапланса хайсене тӑрантараҫҫӗ; вӑл ыратни ҫинчен ыттисене каласа, вӗсене хӑйсен енне ҫаврӑнса пӑхтараҫҫӗ. Тӗмӗсем хушшинче хытӑрах пӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. Пиҫиххине салтса илӗп те акӑ йӗмне антарсах ислетӗп, вара пӗлӗн мӗнне! Ҫав халӑх халь ҫук, пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ. Чӑнласах та нумай каяймарӗҫ. штирбортӑн мал енче татах хум ҫапса шавлани илтӗнчӗ. Ак сана уншӑн! Лушка майӗпен крыльца ҫинчен анчӗ, кӑштах чарӑнса тӑчӗ, унтан урама тухрӗ те тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӗчӗ. Ҫӗр ҫирӗм чике чухлӗ хутлӑхран вӑл чӗрӗ ҫыннӑн шӑп та шаях чӗре тапакан вырӑна лектерчӗ. Ҫапла юн юхнине чарма май килчӗ. Хула ҫутӑлас умӗнхи кӑвак тӗттӗм ӑшне путнӑ. Паллӑрах ҫынӗсемпе пӗрле Каи-Куму картиш варринчи ҫӳллӗ мар тӗмеске патне пычӗ. Ушкӑн салтак, ҫав сӑрӑ хум, хускалчӗ те, пӗтӗм урам сарлакӑшӗпех тӑрса, хӑйӗн умӗнче кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан сайра шӑллӑ хурҫӑ тура тытнӑ пек, тикӗссӗн те сиввӗн халӑха хирӗҫ шурӗ. Эпӗ хам ӑна хӗлӗпех тӑхӑнса ҫӳрерӗм, ҫуркунне ҫитнӗ тӗлне ура ҫӗрсе кайма патнех ҫитрӗ пулсан та, йыт шӑрши пенипе, карчӑк мана: темиҫе хутчен пӳртрен хӑваласа кӑларчӗ пулсан та, эпӗ ӑна пӗрре те хывмарӑм, а ревматизьмӑран вара сывалтӑм-сывалтӑмах, ҫамрӑк автан чӑх тавра чупкаласа ҫӳренӗ пек, пӗр уйӑх хушши ташласа ҫӳрерӗм. Грушницкий — юнкер. Эпӗ кунпа та килӗшрӗм… Тытӑр ӑна, ан ярӑр! Ӑна хӑйне те ҫав телейсӗр ачасен шӑпи асаплантарать, анчах вӑл нимӗнле ответ та тупаймасть. Унтан Гвоздевран ҫыру килчӗ. Лилипутсем пачах урӑхла шухӑшлаҫҫӗ: ҫын тӳрӗ, чипер пулсан, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл пурӑнса курнӑ, ырӑ шухӑшлӑ пулсан, кашниех хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн ӗҫлеме юрӑхлӑ пулма пултарать, теҫҫӗ. Анчах Зеб Стумпа шыраса тупма пулман. — Ку сирӗнте… аппӑшӗ калаҫать пуль? — терӗ Базаров вӑраххӑн. Джон Мангльс, унпа юнашар тӑраканскер, чӗнмест. Ҫавӑн чул нумай ылтӑна курсан, пӑхса ларакансен сывлама сывлӑшӗ те тӑвӑрланса килнӗ пек пулчӗ. Ку вӑл — Мигун, килсӗр-мӗнсӗр ҫын, хаяр выльӑх, усал тума — хӗр хуҫкаланма юратнӑ пекех юратать. — Лашана вӗлерчӗҫ! — Эсир халӗ те сывӑ мар-и? — ыйтрӑм унран. Инсаров хуллен утать, таврана лӑпкӑн пӑхать, уҫҫӑн сывлать, калаҫать, ӑшшӑн кулать: вӑл ҫак кун хавасланать, чунӗ каничченех киленет. Ну, кала-ха, улпутӑм, кала, мӗнле-ха?.. Вара Смолин:— Сан юлташсем нумай-и? — тесе ыйтнӑ. Прусси королӗ опера театрӗнче хӑй валли ложӑра темиҫе вырӑн хӑварма хушнӑ текен хыпар сарӑлчӗ. — Ҫапла, пур. Мана кирлӗрен те кирлӗ экспедицинче пулма каларӗҫ, унӑн программине Вивьен де Сен-Мартен туса хатӗрленӗ, вӑл манӑн ученый тусӑм. — Нимех те мар. Аллине укҫа тытсан, унӑн хитре сӑнӗ сасартӑк такама ҫилленнӗ пек пулнӑ, хӑмла ҫырли тӗслӗ тутисем ҫирӗппӗн чӑмӑртаннӑ, куҫӗсенче темле ҫуллӑ та йӳҫенкӗ япала палӑрнӑ. Николай Артемьевич Стахов, 12-мӗш ҫулхине аманнӑ хыҫҫӑн Петербургра тупӑшла вырӑнта ӗҫлекен отставкӑри капитан ывӑлӗ, вунултӑ ҫулта юнкерсен шкулне кӗрсе гвардие тухнӑ. Пыра-киле ҫапах та ҫак ӗҫе туса пӗтернӗ-пӗтернех. Татах кайӑксем пекех пурӑнаҫҫӗ Ҫапла кӗтмен ҫӗртен каласа хуни пурне те тӗлӗнтерсе ячӗ. Ман укҫа ниҫтан та илмелли ҫукчӗ — ман шалува кукаҫее тӳлесе тӑратчӗҫ, эпӗ ним тума пӗлмесӗр аптӑраса тӑраттӑм. Вӑл мана ҫав тери хытӑ юратать! — Шанатӑп, шанатӑп. Ҫак самантра тепӗр пирачӗ, ӑнӑҫлӑнах ҫурт тавра чупса ҫаврӑнса, кӗтмен ҫӗртенех алӑк умне кӗрсе тӑчӗ, унтан кортикӗпе хӑмсарса доктор ҫине ыткӑнчӗ. Чӑнах-и? Хӑш-пӗр чух сире патакӗ те леккелет, чирлесси те пулать, анчах ку пурте иртсе каять. Атте вара: «Ҫырана тухмалла, кам та пулин пулӑшма килтӗр», — терӗ. Пурпӗрех вӑл тӗрӗс кӑтартмастчӗ. «Эпир, Алёша, ҫеҫен хир тӑрӑх буденновецсем пекех ҫӳрерӗмӗр ҫав! Шутланӑ чухне астрономилле сӑнав ирттерменнипе эпӗ йӑнӑшма пултарнӑ, ҫавӑнпа эпир халь хамӑр шутланинчен ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах пулӗ. — Ыттинчен ытларах сан ҫинчен шухӑшлатӑп эпӗ, манӑн хаклӑскерӗм. Вӑл ӗлӗк священник пулнӑ тесе калаҫать халӑх. Тая куҫӗсенче мӗн пирки сӳнми ҫулӑм йӑлтӑртатни сӑлтавне чи малтан унӑн аппӑшӗ пӗлет, ҫав кунран вара йӑмӑкӗпе аппӑшӗ хушшине ютшӑну мӗлки кӗрсе выртать. Динго вӗт ку! Вӗсем ӑна хӗнеҫҫӗ, пуҫланса кайрӗ вара, надзирательсем хӑраса ӳкрӗҫ, чупкалаҫҫӗ, шӑхӑртаҫҫӗ. — Юлташ, сирӗнпе станцине пыма юрать-и? — тесе ыйтрӗ вӑл шофертен. Пурте хурлӑхлӑ, хӑйӗн ачин пулас телейне шанман амӑшӗ сӑпка юррине юрланӑ чухнехи пек хурлӑхлӑ… Манӑн хӑрах ура, Бунчиковӑн пӗри те тата Найденовӑн аллисем те ҫуккишӗн пӗртте намӑс мар. Карапа илнӗ тата хатӗрлесе ҫитернӗ. Хӗрӗхе ҫитнӗ тӗле Гордеев хӑй те виҫӗ пӑрахут тата теҫетке ытла парӑш тытакан хуҫа пулса тӑнӑ. «Ташласа кӑтартас-и? Эпир тӳрем-лапам-урам тӑрӑх плугсемпе сухаласа иртетпӗр. Чӗррин вара чӗрришӗн тӑрӑшас пулать… Ҫак сӗнӳ кӑмӑла кайрӗ пулас. Каҫхине вӑл ман ҫинчен тем пулсан та доклад туса панӑ пулӗччӗ. Ахӑрнех, ман валли тупӑкне тахҫанах туса хунӑ пуль, — мӗн шухӑшлатӑн ҫакӑн пирки, э? — Суятӑн! 1827 ҫулти мартра Дюмон-Дюрвиль, «Астролябин» чаплӑ командирӗ, пӗччен тата пӗр хӗҫпӑшалсӑр туземецсемпе темиҫе кун пурӑннӑ. — Тӗрӗс! — терӗ ӑна Софья савӑнӑҫлӑн. Пире сквайр Трелони кӗтсе илчӗ. Ун ҫинче кӑвак мундир. Кун пек мундирсене яланах тинӗс ҫинче ҫӳрекен офицерсем тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ. Сквайр алӑкран хыттӑн кулса тухрӗ. Вӑл моряксем пек сулӑнса утма тӑрӑшса, ярӑнса утса пырать. Хӑй те вӑл шыва хырӑм таран кӗрсе, ик-виҫ хутчен шыва чӗлхипе ҫуласа илчӗ. Джекӑн пичӗ сивчир тытнӑ чухне пӗҫерсе тӑрать, шӑнтни иртсе кайсан, пурӑ пек шурса каять. Алӑка майӗпен кӑна виҫӗ хут шаккани илтӗнсе кайрӗ. — Ганс! Эс карапа, пире пурне те ҫӑласса шанатӑп эпӗ, Дик! Нимӗнле ӗҫкӗпе те мана унта илӗртсе каяймӑн… Санӑн джентльмене манӑн хамӑнах курас пулать, ан тив, вара вӑл мана хӑйӗн шанчӑклӑ сӑмахне патӑр. Сирӗн умӑрта ҫак йӗксӗкӗн чӑн сӑнарне кӑтартасси хамӑн тивӗҫлӗхӗм тесе ҫеҫ шутларӑм. Амӑшӗн чӗри ҫак ҫынсене мӗнле те пулин лайӑх сӑмах калас кӑмӑлпа тулчӗ. Кунта сирӗн тӗрлӗрен общество пайтах вӗт… — Мӗнле те пулин ҫавӑн тупсӑмне тупмасан, ҫӗр ҫӑттӑрах мана. Дезертир пулас ҫук вӑл. — Тавара алран яриччен е янӑ хыҫҫӑн? — ыйтрӗ Гаррис. Чӑнах та, кашни ҫекунд шутра тӑрать. Анчах эпир тӳсетпӗр-ха. Эх, аслӑ христиан Гриша! Ҫутӑлса сакӑр сехет ҫитнӗ. Каллех сӑмах пӗтнӗ… Петр урайне сиксе анчӗ, чӳрече патне пырса, ӑна яр уҫса ячӗ, — садран ӳсӗрсем шавлани, кулни, хӗрсем ҫуйӑхни илтӗнет; кӑвакрах тӗттӗмре, йывӑҫсем хушшинче, ҫынсен хура мӗлкисем сулланса ҫӳреҫҫӗ. Вӑл пӗр тарӑн вар еннелле ҫул тытрӗ. Вӑрттӑн ямалли литературӑна пӗр ҫынна шанса пани вара — калама ҫук хӑрушӑ ӗҫ. Шӑши тытмалли! — Пӗр тухтӑр ҫинчен. Эсӗ мана ухмахла кӑшкӑрса ан пӑтраштар-ха, атту эпӗ нихӑш енне те ҫитсе тухаймӑп. Манпалан сирӗн ҫинчен темӗнле питех те лапӑркка йӗрӗнчӗклӗхсем ҫыраҫҫӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑй кӑшт лайӑхрах шухӑшласа пӑхмасӑр ҫул ҫине тухрӑм пуль тесе шутлама пуҫларӗ… Кун пирки эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл ман хыпара мӗнле йышӑнасси ҫинчен шутлама та хӑраса, пӗр сӑмах та каламан-ха. — Ан калаҫ кирлӗ мара! Кашни эрнерех тенӗ пек, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, суккӑршӑн хӑйшӗн пулсан пачах та кӗтмен ҫӗртен, мӗн те пулин пачах та ҫӗнни сике-сике тухнӑ, ҫав ҫӗнӗ идейӑсен е ачара палӑракан ҫӗнӗ сисӗм-туйӑмсен ҫӑлкуҫне шырама тытӑнсанах, Макҫӑм аптраса ӳкнӗ. — Мӗн тунӑ-ха эсир кунта? Ҫакӑнта мӗн пулса иртни пӗтӗмӗшле туземецсен пурнӑҫех пулчӗ. Манӑн акӑ вӑл, форма пур. Авӑ, ҫав рольсен тумӗсем. Вӑл ҫӑварта пӑсланать те юн тымарӗсенче вутлӑ вӗрилӗхпе юхать. — Хуласем ҫеҫ пулӗ… Ха-ха-ха! Эпир вырӑнтан хускалтӑмӑр. — Эпӗ сире юратнине калаттарасшӑн пултӑр эсир, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Хӑйса калам-ха сире, ҫак пултарулӑх пулман пулсан, тахӑҫанах пӗтнӗ пулӑттӑм эпӗ; мана, пӗчӗк ҫынна, лапчӑтса лартнӑ пулӗччӗҫ. Том нимӗн те чӗнмерӗ, ассӑн сывласа илчӗ кӑна, анчах кӗҫех хӑй те чавма пӑрахрӗ. — Килтӗн-и? Эсӗ мӗн, эп вӗсенчен хуторти хӗрсене ҫитерме мороженӑй тӑватӑп тесе шутланӑ-и? Ӑнланаймастӑп! Алтарьти протоиерейсемпе пачӑшкӑсем, пирӗн латынла диспута итлесе, самай хытӑ тӗлӗнчӗҫ, кашниех мана кӑмӑллӑн мухтама манмарӗҫ. Датӑсене лайӑхрах пӗтӗҫтерес тесе, майор Айртонран пуринчен малтан ыйтма тытӑнчӗ. Хӑй умӗнче, юман патӗнче тӑраканнисене, ҫав тери кураймасть иккен вӑл, ҫавӑнпа пӗртте хӑрамасть. Илемлӗ юратупа юратакансем хӑйне юратни-юратманни пирки питӗ сахал пӑшӑрханаҫҫӗ, хӑйне юратни-юратманни илеме тата туйӑм ырлӑхне пачах улӑштараймасть, тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсен юратӑвӗ час-часах урӑх япаласем ҫине куҫать, мӗншӗн тесен вӗсен тӗп тӗллевӗ — юратӑвӑн ырӑ туйӑмне пӗр вӗҫӗмсӗр ҫураттарассинче кӑна. Ҫав эпӗ пит пӗлсе тӑракан тата пурӑнӑҫра та йӑлӑхтарса ҫитернӗ тӗрӗслӗхе кӗнеке пачах ҫӗнӗ майлӑ — ҫиленмелле мар, лӑпкӑн ҫутатса паратчӗ. Вӗсем кӗрсе ӗлкӗриччен эпӗ ҫӳлти кравать ҫине хӑпарса кӗтесе хутланса выртрӑм, хам кунта лекнишӗн питӗ кулянтӑм; вӗсем ҫывӑхрах, кравать хӗрринчен тытса, калаҫса тӑраҫҫӗ. Эпӗ ҫакна уҫҫӑнах пӗлтӗм: хӑвӑрӑн туррӑра юрама тӑрӑшни сире мана тамӑкран ҫӑлса кӑларассинчен нумай пахарах иккен. Халӗ ак — эп санӑн аннӳ! — тесе калатӑр. Апла калани — ан ҫулӑх ман ҫумма, тени пулмасть-и вара?!. Ют ҫынна та, хӑйпе пӗрле пурӑнакан хурпа аҫа кушака та хӑнӑхса ҫитнӗ вӑл. Унсӑр пуҫне тата, ку та пирӗн телее пула ӗнтӗ, ҫав Лантенаках тыткӑна илнӗ республиканецсене вӗлерсе пӗтернӗ, вӗсемпе пӗрле икӗ хӗрарӑма персе пӑрахма хушнӑ. Ҫав хӗрарӑмсенчен пӗрин, тӑлӑх арӑмӑн, виҫӗ ача пулнӑ. Хӗрарӑма тыткӑна иличчен ун ачисене Париж батальонӗсенчен пӗри усрава илнӗ. Анчах иртенпех ҫӑра пӗлӗтсем капланса килнипе вунпӗр сехет ҫитерехпе, сулӑ ҫӗр ҫине ҫитсе чарӑнсан, вӑйлӑ ҫумӑр ҫума пуҫларӗ. Ҫул ҫине тухма чарӑнса вӑхӑтлӑха хӳтлӗх шырамалла пулчӗ. Пырӑн-и? — Ах, тур-тур, мӗн тӑвас? — Халӗ ҫеҫ пуху пулса иртрӗ, выльӑхсене пусма ирӗк памаҫҫӗ. Тӑшмансене хӑваласа янӑ. Ҫаплаччӗ ҫав: ун чухне вӑл кӗтесри сак ҫине ларатчӗ те, сӗрме купӑса хыртарнӑ янахӗпе ҫирӗппӗн хӗстерсе, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне ӗнси ҫине маттур йӗкӗтле пусса лартса, хивре карӑнтарнӑ хӗлӗхсене кукӑр сӗркӗчипе сӗртӗнетчӗ кӑна, вара корчмарисенчен сахалӑшӗ пӗр вырӑнта тӳссе ларатчӗҫ. — Чарлан кӑшкӑрать, — терӗ Павлуш, нимӗн шикленмесӗр. Эпир полк командирне ҫӑхав паратпӑр. — Итле-ха, Джо, ӑҫта-ха эсӗ шыва кӗме урӑх ҫакнашкал лайӑх вырӑн тупатӑн тата? Берсенев тутине ҫыртрӗ. — Шуйттан илесшӗ, хуллентерех! — тесе йынӑшса ячӗ ҫын, эпӗ унӑн аллисене шӑлса сӑтӑрма тытӑнсан. Тупӑк хыҫӗнче аналой тӑрать, ун ҫинче мӑя ҫакса ҫӳремелли пӑхӑр хӗрес выртать, аналой йӗри-тавра виҫӗ авӑс ҫурта татӑкӗсем ҫунса лараҫҫӗ, вӗсене кӗмӗлпе ылттӑн тӗслӗ конфет хучӗсемпе чӑрканӑ подсвечниксем ҫине лартнӑ. — Мӗн палкаҫҫӗ вӗсем унта? — тесе ыйтрӗ капитан Кольхаун. — Ара, ку тупмалли юмах-ҫке, нивушлӗ ӑнланмастӑн? Ромашов хӑяккӑн тӑнӑччӗ те Петерсон ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑччӗ. «О, мӗнлерех ирсӗр вӑл!» — шухӑшларӗ йӗрӗнсе. — Суккӑр шуйттан, — тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ янравлӑ темиҫе сасӑ, алӑк хыҫӗнче вара ҫаруран ачасем тӗпӗртетсе тарни илтӗнчӗ… Доктор Ливси ҫав хушӑра хӳме урлӑ каҫрӗ те, повар патне пычӗ. Вӑл: — Джим пулчӗ-шим? — тесе ыйтсанах, унӑн сасси чӗтреннине асӑрхарӑм. Тӑвӑл вӑйлах та мар ӗнтӗ; таҫта, горизонт леш енче кӗрлекен ҫил-тӑвӑл ҫурҫӗрелле кайса лӑплана пуҫларӗ. Шотландин авалхи историне авантарах вулӑр, вара эсир хӑвӑр аслаҫӑрсем пирки мӗн шутламаллине те аванах пӗлер. Тата леререх кайсан, чӗрчун юр ҫине ларса вӑрӑм хӳрин йӗрне хӑварнӑ. Йӗр ҫине пӑхсан. — Пруссия ҫаплах нейтралитет тытса тӑрсан вара, — терӗ пӗри. — Австри те… Тепӗр чухне вӑл пуҫне ҫӳлелле ҫӗкленӗ те, вӑрӑм монологсем каланӑ. Малалла мӗнле ӗҫлӗҫ-ши вӗсем сивӗре?.. Воропаев юлташа койка тупса парас пулать. Ҫӳлти патшалӑха кӗмелле пултӑр!» — тесе шухӑшлать Миките. Ҫак офицер хӑйӗн хыттӑн туртӑнтарса ҫыхнӑ кӗлеткипе те лӑсканса пӗтнӗ, ытла шанӑҫлӑн курӑнма тӑрӑшакан сӗмсӗртерех сӑн-пичӗпе пруссен офицерӗсене аса илтерет, — вӗсене нимӗҫ карикатурисенче шӑпах ҫаплалла ӳкереҫҫӗ, — пехота полкне ӑна темле вӑрттӑнла-кӗрттӗнле шӑв-шавлӑ ӗҫшӗн гвардирен куҫарнӑччӗ. Мана валли те тултар-ха эппин, Любава! Вернер чӗлпӗртен икӗ аллипе ярса тытрӗ те, эпир вӗҫтертӗмӗр, — самантрах крепоҫ патӗнчен иртсе слободкӑ витӗр тухса кайрӑмӑр, ту хушшине кӗрсе кайрӑмӑр… Пит-куҫӗ туртӑнса илнӗ, тутисем, пӗрӑнсе-сарӑлса, чӗтреме пуҫланӑ, пичӗ ҫинчи йӗрсем картланса кайнӑ, вӗсем тарӑх пӗчӗк куҫсенчен вӗтӗ куҫҫульсем шӑпӑртатнӑ. Тепӗр минутран хӗр яланхи сасӑпа: «Халь ӗнтӗ хӑнасем патне кайӑпӑр», тесен, ҫак пачах та ҫӗнӗлле янӑракан чиперкке сасса вӑл тӗлӗнсе-тимлесе тӑнларӗ. Каҫ пуласпа Тосун-бей ушкӑнӗ Рахманлари ялне ҫитрӗ, ҫул ҫинче вӑл тата йышлӑрах пулса тӑчӗ. Анчах вӗсем ҫак вӑхӑтрах уйӑрӑлма шутламарӗҫ, козаксен ҫарӗ чакнине тӑшман ан куртӑр тесе, сӗм ҫӗрлеччен тӑхтама шут тытрӗҫ. — Сильвер, — ответлерӗ ӑна моряк, эпӗ вара унӑн пит-куҫӗ хӗрсе ҫитнине, харлатакан тытӑннӑ сасси, туртса хытарнӑ канат пек, чӗтреннине асӑрхарӑм, — Сильвер, эсӗ ҫамрӑк ҫын мар ӗнтӗ, таса кӑмӑллӑ пек те туйӑнатӑн. Адриан тем тӗрлӗ хӑраса ӗнер пулни-иртнисене аса илнӗ. Унтан вӑл аллисене икӗ еннелле сарса пӑрахса ун патнелле ҫывхарчӗ: «Акӑ мӗн тӑвӑпӑр эпир: халӗ пур ҫӗрте те крепоҫсемпе замоксем тӑваҫҫӗ; нимӗҫсем патӗнчен француз инженерӗсем килсе тулнӑ, ҫавӑнпа та ҫулсем тӑрӑх кирпӗчпе чул нумай турттараҫҫӗ. — Вӑл ҫаплах пулнӑ… — тесе пуҫларӗ Паганель. Анчах вӑл Мэрипе Роберт Грант ҫине пӑхрӗ те сасартӑк чарӑнчӗ. Кӗркунне пушшех те… сивӗ… Каҫ. — Пӗлсе тӑвас пулать, — терӗ те Носков, унӑн куҫӗсем сӳнсе ларчӗҫ. Петрова полк командирӗ ытла хыпаланчӑк ҫын пек туйӑнчӗ. Вӑл выльӑх картисене ӑшӑ тӑвасшӑн тӑрӑшать, ҫӗнӗрен пысӑк вите тума тытӑнчӗ, пӗрлештернӗ кӗлетсене куҫарса лартас ӗҫе тата колхоз валли ҫӗнӗ кӗлет тӑвас ӗҫе те ертсе пычӗ. Пӗчӗк чӳречесенчен мӑйӑхлӑ, тӗлӗнмелле пит-куҫлӑ, ҫыхнӑ калпак пек япала тӑхӑнса янӑ ҫынсен пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ. Нумайӑшӗ пирӗн салтака хӑй пекех маттур йӗкӗт пулса кӑтартасшӑнччӗ пуль, анчах ӑна пӗри те тума пӗлмерӗҫ, пӗри те пултараймарӗҫ. Эпӗ сана пӗр чӗптӗм те кансӗрлемӗп! Акӑ мӗн вӑл Ла-Тург. Пирӗн ҫурт-хуралтӑна вӑйлӑ ҫил тӗпсӗр хушӑксене сире-сире ывӑтать. Бульба шӑппӑн кӑна: «Аван, ывӑлӑм, аван!» терӗ те, хӑйӗн кӑвакарнӑ пуҫне ҫӗрелле пӗкрӗ. Крамсков мучи ҫирӗм ҫул хушши тӗрлӗ шӑрпӑк курупкисем пухать — тӗлӗнтермӗш; эсӗ Лушка Нагульновӑпа явӑҫатӑн — тӗлӗнтермӗш; урамра пӗр-пӗр ӳсӗр пырать, такӑна-такӑна каять, ҫурӑмӗпе ҫатан картасене шӑлса типӗтет — ку та тӗлӗнтермӗш. Кумано, Гондурас ҫыранӗсем патне пынӑ, Москит ҫыранне те ҫитнӗ, Никарагуа, Верагуа, Коста-Рика тата Панамо патне пырса перӗннӗ, вӗсене пурне те Японипе Китай ҫыранӗсем тесе шутланӑ, ҫаплах вилнӗ вара, хӑй шыраса тупнӑ материк пуррине асӗнче те тытман. Ухмаха ернӗшӗн мана атте — вӑл питӗ ҫирӗп тытатчӗ — чӑпӑрккапа икӗ сехет ислетрӗ, ман ҫурӑма ҫапса чӑпӑркка аврине хуҫсан ҫеҫ чарӑнчӗ. Ҫак самантра Джон команда панипе кимӗ яхта ҫумӗнчен уйӑрӑлчӗ. Пӗрин айӗнче турӑ, тепӗри айӗнче — кӑвак. Ҫӗрӗпех ҫавӑн пек ларса пынӑ ӗнтӗ вӑл, хушӑран, ҫӳҫене-ҫӳҫене илсе, чӗри тӗлӗнчен яра-яра тытнӑ. О, Саша!.. Эпӗ плита хыҫӗнчи ӑшӑ кӗтессе вырнаҫса лартӑм та шухӑша кайрӑм. Чӗнмесӗр ҫиет. Унӑн пуҫӗн тирне ҫӳҫӗпе пӗрле касса илеҫҫӗ те ҫӳллӗ шалҫа ҫине ҫакса хураҫҫӗ. Ҫак ялавпа малалла, тинӗс хӗрринелле ҫулне тӑсаҫҫӗ. Ҫапла вӗсем Европа хӗрринех ҫитеҫҫӗ, кунта тинех, тусен тӑрринчен, килсе ҫитме-тӗпленме ӗмӗтленнӗ ҫӗр ӗлкине кураҫҫӗ. Хапхисене те питӗрмен, ҫумра халӑх та нумай, пурпӗрех темле хӑрушӑ, канӑҫлӑ мар. Туртма май ҫук, — хушса хучӗ вӑл, сигаркине ҫул ҫинчи тусан ҫине вӑркӑнтарса. Акӑ мӗнле сӑмахпа хӑратма шухӑшларӑн! Кӑшкӑрма юратакан кӗпшӗл, кӑвак вут ҫути пекек, сывлӑшра вӑльт-вальт ҫеҫ туса иртрӗ те ачаран икӗ утӑмри турат ҫине пырса ларчӗ. Мана алӑран ҫавӑтрӗ те, суккӑр ҫынна ҫавӑтса пынӑ пек, мана тӗттӗмре ертсе карӗ. — О ҫапла, пулатех… Йӗри-тавра нимӗн те курӑнмарӗ, эпӗ вара темчуль вӑхӑт хушши самолета ниҫталла пӑхмасӑр, суккӑр куҫпа тенӗ пекех, стенасене хыпашласа майӗпен илсе пытӑм. Зинаида куҫне хӗсрӗ. — Ку сире йӑпатать-и?.. О… о… о… воин! — терӗ вӑл юлашкинчен, урӑх сӑмах тупайман пек. Ҫинче те пӗчӗк ураллӑ пӗчӗк бизон питӗ кулӑшла пулнӑ. Вӑл, машина пек хускалкаласа, кӗсменӗсене шыва ячӗ, хӑй каялла каҫӑрӑлчӗ, унтан каллех кӗсменӗсене кӑларчӗ те шыва пӑрахрӗ, ку хушӑра пӗрмаях хӑйӗн ҫӑпатисем ҫине шӑтарас пек пӑхса ларчӗ. — Мери мисс, сирӗн шутпа, эпӗ мӗншӗн сире унта ӑсатасшӑн-ха? — Ку сан каллех пӗркуннехи сӑмах-и? Ӗҫе ҫав тери ӑслӑ та пултаруллӑ тӑвакан, ӑна пӗтӗм чӗререн парӑннӑ ҫак икӗ ураллӑ тискер кайӑксене ыталаса чуптӑвас килчӗ. Сутасшӑнччӗ эп вӑл качакана. Ҫакӑнта тыткӑнри пек пурӑнса эпир пурӗ те ик-виҫӗ хутчен ҫеҫ горизонтра парус мӗлтлетсе иртнине куртӑмӑр, вӑл паруссем мӗлтлетсе курӑннӑ хыҫҫӑнах ҫухалчӗҫ. Юлашки улӑм пӗрчи тӗве пилӗкне хуҫрӗ. Хуп-хура тӗпсӗрлӗхрен халӗ вӑл хӑй аппарат патнелле вӗҫнӗн туйӑнать. Марспа Ҫӗр — юнашар ҫаврӑнса ҫӳрекен пӗчӗк икӗ шарик. — Ну, ку вара питех те лайӑх, — терӗ Гаррис. — Кунсӑр пуҫне тата вӗсене мӗнле калани те паллӑ мар. — Ӑна тупма пулать. «Макари» чуллӑ ҫӗрсен тепӗр йӑранӗ патне ҫывхарать. Тинӗс йӗри-тавра шавласа кӗрлет. Тен, эпӗ пурпӗрех ҫывӑрса кайнӑ пулӗ е ҫывӑрмасӑрах ҫав тери хама тӑвӑр ещӗкре, ҫӗр тӗпӗнче ларнине курнӑ-тӑр, мӗншӗн тесен ҫӳлтен мана урамри шӑв-шав, трамвай сасси те уҫҫӑнах илтӗнчӗ. Эсир ӗнтӗ ун валли кунта пит паха материал тупрӑр пулать? — Юрлакан чунччӗ!.. Ҫамрӑклӑхӑн «тен май килӗ» текен ӗмӗчӗ, хӑй телейне тутанса пӑхас вӑрттӑн кӑмӑл, хӑйӗн вӑйне никам хута кӗмесӗр пӗччен сӑнаса пӑхас шухӑш, — юлашкинчен, ҫӗнтерчӗҫ-ҫӗнтерчӗҫех, Марьинӑна тавӑрӑнни вунӑ кун та иртмерӗ, вӑл акӑ вырсарникун шкулӗсен механизмӗсене вӗренес сӑлтавпа тухса хулана, унтан Никольское ялне вӗҫтерчӗ. Такӑшӗ каланӑ ҫак сӑмахсем пӗтӗм ушкӑн хушшине ҫиҫӗм пек саланчӗҫ, вара мӗнпур жидсене касса-вакласа тӑкас тесе, пурте Сечь тулашнелле ыткӑнчӗҫ. Вӗсем ҫынна хисеплесе, пурин ҫине те пӗр тан пӑхма тӑрӑшнипе, романсенчи чи лайӑх мӑшӑрсене асилтерекен ҫынсем пек пурӑннипе-и, тен, ыттисем вӗсем ҫине темле иккӗленерех пӑхатчӗҫ, юратсах та каймастчӗҫ пулас. Кунта пӑчӑ. — Мӗнле Нелли, Паша? Христарати чарӑнӑр! Ыран ӑна Анатолий Степанович пӑхать. Наташа килсе кӗчӗ, вӑл та таҫта урӑх хулара тӗрмере ларнӑ пулнӑ, анчах ку ӑна улӑштарман. Вӗсем хайхи яла ҫуррине яхӑн нимӗҫсем ҫунтарса яни ҫинчен тата унта ҫыннисем те сахалланса юлнӑ иккенне пӗлтерчӗҫ. Разметнов, хулпуҫҫисене хускаткаласа, кулса кӑна илчӗ: — Кӑларса ямаллах вӗсене, калаҫмалли те ҫук, Вӗсем халӑха колхоза кӗме чӑрмантараҫҫӗ. — Ӗҫ, чунӑм. Санӑн аллусем тимӗртен, чӗр куҫҫисем — чулран. Пирӗн цилиндр пуҫӗ арканса кайрӗ. Робеспьер картта ҫине тинкерсе пӑхать. Ӑҫта шырамалла-ха вӗлерекенсене тата вӗлернӗ вырӑнне? Негоро мӑшкӑлласа ыйтни вӑл ҫакна йышӑнниех пулчӗ. Ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн манӑн, хӗрсене вара эпӗ шутсӑр нумай пӗлнӗ, анчах эсӗ, ман йӑвашскерем, пур хӗрарӑмран та хитрескерӗм, пӗртен-пӗрре маншӑн. Сана йӑлтах тепӗр майлӑ каланӑ. «Лектӗр кӑна вӑл ман алла, эпӗ ӑна, йытта персе пӑрахнӑ пекех, персе вӗлеретӗп!» тенӗ ҫав пичче, тӗрӗсрех каласан, асатте пулнӑскер. Монтанелли кӑкӑрӗ ҫинчи хӗресе ҫӗклерӗ. Вӑл ӑна тата тепӗр хут, хытӑрах тӗртсе пӑхрӗ. Анчах вӑл каярах юлчӗ. — Эп халь ҫывӑрса илем, — хушса хучӗ вӑл, — эс автансем авӑтнӑ хыҫҫӑн вӑрат: йӗрке кирлӗ-ҫке-ха. Вӑл хӑйӗн именин пысӑк пайне Мускавра пурӑнса салатса пӗтернӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн арӑмӗ вилнӗ, вара вӑл хӑйӗн юлашки юлнӑ ялне кайса ҫӗнӗ майлӑ ухмахланма тытӑннӑ. Вӗсене пырса тытнӑ та ҫав каҫах хӑйсен пӳрчӗ умӗнчи хурӑнтан ҫакнӑ, ҫуртне хыптарса янӑ. Курӗнныйсенчен Ностюган, Покрышка, Невылычкий каяҫҫӗ. Тата нумай чаплӑ та паттӑр козак тӗрӗслесшӗн пулчӗҫ хӑйсен хӗҫӗсемпе тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсене тутарсемпе ҫапӑҫса. — Ку монсеньор, — мӑкӑртатрӗ пӗр хресчен. — Цирка ҫӳреме юрататӑп, — тетчӗ вӑл кукша та мӑкӑльлӗрех пуҫне сулахай хулпуҫҫийӗ еннелле чалӑштарса. — Кунта таса, ирӗк вырӑн, пулсан шывра пулӗ… Ну, мӗнле? Куженков, сӳре шӑлӗпе кастарнӑ урине сӑвӑр ҫӑвӗпе сӗрсе лараканскер, эхлеткелеме тапратрӗ, Давыдов сухаланӑ лаптӑка виҫсе пӑхма тӑрса утрӗ… Айртон ҫав териех хытӑ тӑрать, ҫакна пула майор, тен, каторжник нимӗн те пӗлмест пулӗ тесе шутлама пуҫларӗ. Пӗтӗмпех. Пур ҫӗрте те мӗлке ҫукки тата вырӑнсем тискер сӑнлӑ пулни тӗлӗнтерет. Васкамасӑр, чечек ҫумне чечек майлаштарса хуракан Катя Базаров ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, Базаров хӑй ҫине вылянчӑк та тирпейсӗр пӑхнине курсан, вӑл пӗтӗмпех, хӑлхисем таранах, хӗрелсе кайрӗ. — Кирсанов эпир Крезсем маррине, санӑн дворец маррине питӗ лайӑх пӗлет. Ҫак юханшыв пек куҫакан этем масси таҫтах, куҫ курма пултарнӑ таранах юхса тӑрать, унӑн ҫыранӗ — чикӗ, совет чиккинчен никам пӗр пусӑм иртмест, каҫма юраман ҫӗр урлӑ пӗр ура та ярса пусмасть. — Ҫук, Островнов — чӗрипе те, чунӗпе те пире парӑннӑ колхозник, ҫавӑнпа та хӑйӑрпа пулса иртнӗ ӗҫ вӑл — чуна пӑшӑрхантаракан ахаль йӑнӑш кӑна, факт!» — Ох, пӗлетӗн-ши? — Ку ӗнтӗ тӗрӗсех, — килӗшрӗ Пантелей. Вӑл стена патнелле утса кайрӗ. Мӗн пулчӗ? Пыр Машенька. Унӑн пит-куҫӗ ӑшӗ вӑрканипе шурса кайнӑ, аллине сӗтел ҫине шӑлкалать, хӑй кӑшт ҫеҫ палӑрмалла чӗтренкелесе илет, кӑкӑрӗ унӑн е ҫӳлелле хӑпарать е, сывлӑш питӗрӗннӗ пек пулса, хускалмасӑр тӑрать. Мӗн тӑвас-ха? Рита вагон патӗнчех тӑрать, вӑл ӑна сумкине пачӗ. — Ҫук… е тӑхтӑр-ха — пур. — Пӗлетӗп. Мӑйӗ, алли-ури ҫине мӗн чухлӗ ҫакма пулать, ҫавӑн чухлӗ эреш ҫакнӑ. Темиҫе хутлӑ кӑткӑс капӑрлатнӑ ҫӳҫӗ упӑте пичӗ-куҫӗ пек пит-куҫне йӗри-тавра хупласа тӑрать. Ӑнланатӑр-и: куна хайхи лешсем, манӑн ӳт шыв тӗпӗнчен ҫиеле ишсе тухтӑр тесе, тупӑран переҫҫӗ. Сире тӑшман флотне туртса илме пулӑшнӑ вӑй, эсир хӑвӑра хур тунӑ е кӳрентернӗ пек туйсанах, ҫав флота каялла илсе кайма пулӑшать. Вӗсенчен пӗри — сӑнран пӑхма утмӑлсенчи старик, — кӑшт тӑрсан, калаҫма та хал ҫитерчӗ. Вӑл акӑлчанла калаҫрӗ. Иккӗмӗш харкашу мана пушшех те тӗлӗнтерчӗ, мӗншӗн тесен унӑн сӑлтавӗ ниме тӑман йышшиччӗ. Майор Стручков, чӑн-чӑн салтак пулса, хӑйне хуть те ӑҫта та килти пек туйма пултарни Алексей ҫине те куҫма пуҫланӑ пулмалла. Эх, шӑнса пӑсӑлнӑ чирлӗ урасем! Ун хыҫҫӑн вара «Макӑракан упӑшкана» вуласа эпӗ куҫҫуль тухичченех ахӑлтатса кулаттӑм. Ҫулӗ ҫаплах курӑнмасть-ха. Вӑл куафюрӑна халичченех сыхласа усрать-ха. Выртса канни те кансӗрлемест, тен, ҫывӑрса илме те май пулӗ. Вунӑ сехетрен иртерех пуҫлама хӑрушӑ; ҫӗрле вара питех те йывӑр ӗҫ туса ирттермелле. «Юрӗ эппин, пӗр курка ӗҫӗп!» терӗ Иван Иванович, аллине поднос еннелле тӑсса. — Ӗҫ-пуҫсем, тӑванӑм, ӗҫ-пуҫсем… — вӑраххӑн та ӳркевлӗн анасланипе пӗрлех, сӳрӗккӗн тавӑрчӗ подпоручик палламан тепӗр салтакӑн сасси. — Мӑнтӑрлӑха пула ку пӗтӗмпех. Анса ларма тӑрсан чума айккине пӑрӑнса кайнӑ чухне шасси распорки ваннӑ пулнӑ. Пуллӑн чи вӗтӗ шӑммисене суйла-суйла турилкке ҫине хучӗ те, ҫапла ларнӑ чухах темле ӑнсӑртран хӑйне хирӗҫ ларакан хӑнасем ҫине пӑхса илчӗ: пӳлӗхҫӗм, ҫӳлти турӑ, мӗн ку! Джима Лир король тумне тӑхӑнтартрӗ: кантӑк карри тумалли ҫитсӑран ҫӗленӗ вӑрӑм халат, кӑвакарнӑ ҫӳҫ тӗслӗ парик, лаша хӗлӗхӗнчен тунӑ сухал тупрӗ, унтан хӑйӗн театрӗнчи сӑрсене илчӗ те Джим мӑйне, питне, аллисене, хӑлхисене сӑрларӗ — йӑлтах тӗттӗм кӑвак сӑрпа сӑрларӗ, Джим вара шыва путса вилнӗ, шыв тӗпӗнче эрне выртнӑ ҫын тӗслӗ пулса тӑчӗ. Тӳррине тӳрех кала ӗнтӗ — кӑмӑла каймарӑн эс мана, те… Ҫапла-и? — ыйтнӑ вӑл кулкаласа. Анчах, хӑй кулкаланӑ пулсан та, Фоман кӑкӑрӗ ҫине унӑн шултра ӑшӑ куҫҫулӗсем ӳксех тӑнӑ. — Айтӑр хорпа юрлар! — сӗннӗ бакенбардӑлли. Ан манӑр, Кандов господин: хальхи вӑхӑтра эпир халӑх умне пӗртен пӗр ӑслӑ ӗмӗт лартма пултаратпӑр — тӗрӗксен пусмӑрне пӗтересси. Аслӑ калӑм кунӗ умӗн Артур турӑ ҫинчен ҫеҫ шухӑшласшӑн пулнӑ. Ун умӗнче анне пачах улшӑнатчӗ, кулатчӗ, ун пекех пӗр чарӑнмасӑр калаҫма пуҫлатчӗ. Нимӗн те интереслентермен ӑна, пурин ҫине те вӑл сӳрӗккӗн те тирпейсӗрле пӑхнӑ, пурне те ылханнӑ, ҫитменнине тата хӑйӗн тутлӑ апатне ҫисе ярсан та йӗпенсе харлатнӑ. Ман мӗскӗн мустанг сывлӑш ҫавӑрса илме те ӗлкӗреймерӗ. Мичо чӑтса тӑраймарӗ. Хавильдар хытӑ ҫывӑрать: каҫхине вӑл пӗр кӗленче эрехе пӗр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ, хуҫлатнӑ пӳрнисем кӗленчене ҫав-ҫавах ҫирӗп тытнӑ. — Ҫук, сэр! Турра шӗкӗр, ҫук, Том мистер. Ну, вӗсене каллех ӗҫе ятӑн пуль? — Эсӗ хорунжий Марьянки патне ҫыпӑҫса пӑх-ха. Сирӗн вара ун пек шухӑш пулнӑ, эсир тытнӑ та йӑкӑртнӑ. Ҫакӑн пек шухӑш шуса иртсен, уншӑн пурнӑҫ яланах тӗксӗмрех те кичемрех пулса тӑнӑ. — Хулана кайнӑ чух, Кедрон урлӑ Силоамран ҫӳлерехри кӗперпе каҫатӑн пулсан, ҫӑл патӗнче пирӗн ҫурта куратӑн эсӗ. Вӑхӑтра кӑларса пӑрахмасан — ҫын пӗтрӗ вара! Тавралӑх пӗтӗмпех ҫаврӑнса, сулкаланса, сиккеленсе тӑчӗ. Шурӑ Кашкӑр вигваминче ҫеҫ шӑпах пулнӑ. Мӑк туртаттӑмӑр е типӗтнӗ курӑк ҫулҫи, да!.. Ҫав штатра ҫур ҫул пурӑнмасӑр, ӑна сутма юрамасть имӗш, халӗ вӑл ҫур ҫул пурӑнайман-ха. Юлашкинчен шӑтӑкне хатӗрлесе ҫитернӗ. Исидорӑн ӑшӗ вӑрка пуҫларӗ. Унтан вӑл унпа «вырӑс ташши» ташланӑ, кайран, борт хыҫне сиксе, кӑшт анчах шыва путман. Куратпӑр ӗнтӗ, Паганель документсен ҫӗнӗ ӑнланӑвне те шырама чарӑнмасть. Апрелӗн 16-мӗшӗнче эпир Даунса ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Ҫав ҫамрӑк ӳт-пӳсем вӗсен чӗринче кӗлмӗҫсен аван мар ӑмсанӑвне, ырханланса ҫитнӗ, чирлӗ ҫынсен ҫыпҫӑнчӑк ҫӑткӑнлӑхне чӗртсе хускатать. Джемма портрета ещӗке хучӗ те сӗтеле питӗрчӗ. Илсе парсам-и тӑлӑпне; ав, унтах выртать вӑл, тӗпел кукринче; анчах асту эс унта, туранӑ табак кӳршекне ан ӳкер. Анчах замок ҫине тапӑнма тытӑнарах тӑни, уншӑн икӗ Говэн ҫапӑҫнинчен килнӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен Лантенак, нимӗн те хӗрхенсе тӑманскер, хӑй пурнӑҫне Версальте пурӑнса ирттернӗ, ҫавӑнпа та вӑл Тург замокне сахал пӗлнӗ, ӑна пӗртте юратман. — Ҫапла, Мери Джейн ӑна калама хушрӗ сире. Ҫавӑнпа та вырсарникунхи шкулта сӑмах тухса каланӑ чухне унӑн сасси расна майлӑран янранӑ, ахаль кунсенче ун пекки вуҫех пулман. Цимбал каярахпа ҫав практикантсене совхоз шучӗпе аслӑ шкулта вӗрентсе кӑларма шутлать; ҫакна шута илсе, вӑл Аннушкӑна чӑн-чӑн сӗнӗвех пачӗ. Начарланса, ватӑлса кайнӑ, ывӑнса ҫитнипе сулӑнкалакан пулнӑ сестрасем ӗҫе яланхи пекех крахмалланӑ халатсемпе пынӑ, врачсем тума хушса хӑварнӑ ӗҫсене калама ҫук тӑрӑшса тунӑ. Анчах пуринчен ытларах ӑна вӗсем тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни тата хӑйсемшӗн тӑрӑшманни кӑмӑллӑ туйӑнчӗ. Тӗп наркӑмӑш — ҫынсене, уйрӑмах хӗрарӑмсене, аскӑна вӗрентнинче. Ӑнланмасть пулсан, хамран ыйтса пӗлмелле пулнӑ ун, чӗнсе илмелле пулнӑ. Шӑллӗн сӑмахӗсене итленипе вӑл каллех ӳсӗрӗлсе пычӗ, лешӗ вара пӑшӑлтатнӑ пекех каларӗ: — Пурте пӗр япала ҫинчен ҫухӑраҫҫӗ, а эсӗ — пурин ҫинчен те! Юрать-ха, Локтев пурне те ним пӗлми пуличчен ӗҫтерсе ӳсӗртме ӑс ҫитернӗ. Воропаев та ун ҫине вӑрттӑн шухӑшпа пӑхса илчӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫӗпе сулчӗ. Ӑна, паллах, темиҫе ӗмӗр каялла ӑнсӑртран уҫнӑ, анчах ӑна каялла хупма юрамасть-им вара, унӑн шӑрши те ан пултӑр? Елена кӗсйинче укҫа енчӗкӗ пулмарӗ, анчах карчӑк аллине тӑсма та пуҫларӗ ӗнтӗ… Пит-куҫне пӗркелесе, вӑл аллипе питне шӑлса илчӗ, каллех тӗлӗрме пуҫларӗ, анчах пит тӑрӑх ҫӗнӗрен тем шума пуҫларӗ, тути тӑрӑх чупса кайрӗ, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑкларӗ. — Кунта кулмалли ним те ҫук, эпӗ сана тухса кай тесе каланӑ пулсан, марш эппин! Тӗрӗс, эпир ҫавӑн пек культурӑн тӑшманӗсем пулса тӑратпӑр! Хӗвел анӑҫӗнче, инҫетре-инҫетре, хӗрлисен хушшинче, хӗвел тӗксемпе хупланнӑ ҫӗлен сӑнарне йышӑнать. Миссис Тэчер питех чирлӗ, ҫурри ытла вӑл аташсах выртать. Пӗр сапёрӗ кӗскен пӗлтерчӗ: — Упаленсе пыратчӗ. — «Ларах, Николай!» — терӗ Карл Иваныч алӑка хупнӑ май. Унӑн юлашки сӑмахӗсем тӳрех Джон Мангльса тивеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл, бриг команди хуллен ҫавӑрӑнкаланипе ӗҫ вӑраха кайнине курса, йӑл кулса ямасӑр чӑтаймарӗ. Ывӑлӑм ют хӗрарӑма илсе килчӗ те, хамӑр юна унпала улӑштарса хучӗ — лайӑх-и вӑл? Туземецсене пит маҫтӑр вӗрентеҫҫӗ акӑлчансем! Халь ӗнтӗ эп нимӗн те иккӗленместӗп, ахаль мар вӗсене туземецсем ҫав териех пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Картла выляман чухне вӑл хӑй юратнӑ сарлака та тӳшек пек ҫемҫе кресло ҫинче пӗр-пӗччен ларнӑ; хӑйне хӑлхинчен турткаласа, ҫынсем ҫине пӑхнӑ, вӗсенчен нихӑшинпе те килӗшесшӗн пулмасӑр, пуринпе те тавлашасшӑн пулнӑ; унӑн ҫак ҫынсем ӑна, ӗҫри аслӑ ҫынна, асӑрхаманшӑн ҫеҫ мар, тата темле урӑх сӑлтавсемпе те тавлашас килнӗ. Апатланнӑ хыҫрӑн манӑн хӑнасем тухса кайрӗҫ, анчах король хушнипе, ман пата хӑмпӑпа ҫапакан тарҫипе пӗрле ҫӗнӗ ҫын пырса кӗчӗ. Кӑнтӑрла иртсен, ӗшенсе ҫитнӗ, шӑнса кӳтнӗ амӑшӗ Никольское ятлӑ пысӑк яла ҫитрӗ, унтан станцие утса кайрӗ те, хӑй валли чей ыйтса, чӳрече патне ларчӗ, йывӑр чӑматанне сак айне лартрӗ. Шӑллӗ умӗнче ӳсӗррӗн курӑнасшӑн пулмасӑр, Петр асӑрханса ӗҫрӗ, ӗҫнӗ май шухӑшларӗ: «Наталья ҫинчен ыйтмасть. Анчах эсир хут пӗлмен ремесленник е хресчен сирӗн чӑн-чӑн шухӑшӑра ӑнланӗҫ, тесе шутлатӑр? Эпӗ мӗн калас тенине пурне те каласа пӗтерсен, паттӑрлӑха ҫухатса, алӑк патнелле ҫавӑрӑнсассӑн, вӑл мана кӑшкӑрчӗ: — Тӑхта! — терӗ. «Ан тив, ҫаплах пултӑр эппин, — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — июлӗн пӗрремӗш кунӗччен инҫе-ха, унччен темӗн те пулса иртӗ, тен, пиччене Ҫӗр айӗнчи ҫула тухса каяс ӑссӑр ӗҫе тытӑнасран ӳкӗтлеме те пулӗ». Ӑна хисеплекенсем те Монтанелли ҫине хаяр тапӑннӑ пирки кӑмӑлсӑр пулнӑ. Галли хӑй те, малтанхи вӑхӑтра чаплӑ сатирик мӗн каланисене пурне те хӳтӗлеме хатӗр пулнӑскер, халӗ ӗнтӗ кӑшт иккӗленерех: «Монтанелли кардинала тивмесен лайӑхрах пулӗччӗ. — Пичче, ӑҫтан килетӗн? Вӑл хӑйӗн ӗлӗкхи юлташӗ пулнӑ кӳршипе килӗшӳллӗ пурӑнма тытӑнас, хирӗҫӳ йӗрӗ-палли те ан юлтӑр, унӑн мӗн пур пурлӑхне хӑйӗнчех хӑварса ӑна тивес мар, тесе пынӑ. Том вӑтаннӑ пек пулчӗ те:— Нимӗншӗн те мар, ахалех, — терӗ. — Алеша, эсӗ ман пата таврӑнатӑн-и? Мӗн чухлӗ вӗсен кашниннех укҫа! — Ав, ҫатана пӑхӑр: икӗ уланкӑпа пӗр пилӗк партаса ҫаклатрӑм… Пӳлӗмӗ — пуш-пушах, сӗтел-пукан ҫук, икӗ ещӗк ҫеҫ тӑрать, вӗсем урлӑ хӑма хунӑ, хӑма ҫинче — хӳме ҫинчи чанасем пек — пилӗк ҫын ларать. Кунтан инҫех те мар вӗт-ха вӑл; кайса пӑхас мар-ши! Том Аустин каланине ӗненес тесен, «Дункан» ҫыран хӗрринчен сахалтан та пилӗк миль инҫӗшӗнче ҫӳремелле. Хӗрӗ хӑй те ҫав тери илемлӗ те ҫамрӑк, паттӑр козака курсан тӗлӗнсе кайрӗ пулас. Ӑна Наполеон та ӑнланман. — Бойчо! — Эсӗ вара, Дик? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Иван Иваныч ӑна манӑн хӑлхана пӑхнӑ чухне ытти инструментсемпе пӗрле кутамккинчен кӑларнӑччӗ. — Халех пурнӑҫлатӑп, — савӑнӑҫлӑн тавӑрчӗ Лятьевский. Пӗр самантрах тенӗ пек ун куҫӗ умӗнчен хальтерех ҫеҫ пулса иртнӗ темиҫе картина вӗлтлетсе иртрӗ. Женя йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ: каҫ пулса килет, таврара пӗр ҫын та курӑнмасть. Вӑл черкессем пекех, анчах та питӗ начар тумланнӑ; вӑл джигит мар, вырӑс иккенне такам та пӗлме пултарнӑ. Ҫиччӗмӗш сыпӑк таран асӑнса ятлаҫать. Михайло Иваныч чӗнмерӗ. Ҫавӑн пек килсе тухрӗ-тӗк, пурнӑҫа урӑхла майлаштарас пулать. Ставрученкосен именийӗ Попельскисеннинчен пӗр ҫитмӗл ҫухрӑмра кӑна, анчах унталла ҫитнӗҫем тавралӑх питех те улшӑнать: Волыньпе Буг хӗрринченех курӑнакан Карпат тӑвӗсем куҫран ҫухалаҫҫӗ, ҫеҫенхирлӗ Украина тӳремӗ пуҫланать. Вӑл ҫапӑҫу хирӗсем урлӑ, шӑхӑрса тӑракан пульӑсем айӗн малалла пырать. Хӗрарӑм нимӗн те курмасть, илтмест, нимӗнрен те тармасть: вӑл хӑй ачисене шырать. — Штадива ӑсатӑр, — терӗ Волошин, хӑйӗн заместителӗ ҫине пӑхса илсе. Эпӗ… мӗнле калас-ха сана? Эсир кунта аманнисене йӑтатӑр тата вӗсене ҫыхса янӑ хыҫҫӑн киле ӑсататӑр-и? Эпӗ ку мексиканеца пӗлетӗп. Темиҫе ҫеккунт вӑл компасӑн ҫутатнӑ ҫаврашки ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан пӗр шавсӑр куҫран ҫухалчӗ. Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ Дуньӑна гусарпа ларса кайма ирӗк панине хӑй те ӑнланман, мӗнле-ха вӑл ҫав таранччен суккӑр пулнӑ, ӑҫта кайнӑ пулнӑ ун чух унӑн ӑсӗ? Пирӗн ӗмӗрӗн характерлӑ енӗ, унӑн хӑйне евӗр чарӗ пулас вӑл. Ав, хӗрсем те тӑнӑ ӗнтӗ. Чул муклашкисем тӗттӗмелле тӑкӑнаҫҫӗ. — Джемма, — терӗ вӑл: — мӗншӗн пӑхмастӑр эсир ман ҫине? Залӑна кӗнӗ ҫӗрте, ун умӗнчи хутлӑха картласа, маччаран урайне ҫити хӗрлӗ-кӑвак та йӗпкӗн-хӗрлӗ ҫитсӑран ҫӗленӗ каркӑҫсем ҫакӑнса тӑнӑ, — унта, пилӗк колонна хушшинче, тавӑҫ пуҫаракансем, тархаслакан-йӑлӑнакансемпе кӳнтеленсем, ҫаплах тата айӑпланакансемпе вӑйлӑ хурал сыхлакан тискер ӗҫ тунӑ ҫынсем йышлӑн кӗпӗрленнӗ. — Ҫывӑраканскер-и? Шӑрӑхран ниҫта тарса кӗме ҫук». Вӑл унта тата пӗр хушӑ чӗтресе ирттерчӗ. Инҫе те мар шӗшкӗ ларнӑ. Амӑшӗпе Сизов коридора тухрӗҫ. Табак шӑрши питӗ ырӑ, анчах ҫӑварта йӳҫӗ, тата сывлӑш пӳлӗнет. Йытӑсене тӑрантарма-и? Халӗ ӗнтӗ вӗсем иккӗшӗ те унта. Кирек мӗне те вулатӑп, йӗркеллӗ алӑ пусатӑп. — Ҫапах та, ара! Арманӗ халь ӗҫлемест, Стоян мелник мӑнастир шывӗнчи армана куҫса кайнӑ та унта ӗҫлет. Пырса калаҫ-ха! Аҫа-ҫапмӗш! Палламан юланутӑн пуҫӗ хӑй вырӑнӗнчех пулнӑ. Лейтенант пычӗ те ӑна чеҫ пачӗ. — Командир юлташ, тапранса кайма хушатӑр-и? — терӗ вӑл. Ҫил куҫсене хупласа хурать, сывлама кансӗрлет. Ха, а эсир мӗн ятлӑ? Сирӗн аслаҫӑрӑн йытти пуринчен те иртсе кайрӗ вӗт. Ӑҫта килчӗ унта, е садӑн пӗр-пӗр уллах кӗтессинче ларнӑ чух, е килте вырӑн ҫинче выртнӑ чух, унӑн умне юмахри патша хӗрӗсем туха-туха тӑнӑ, — вӗсем Люба пек палӑрса, е ытти пӗлӗш хӗрсен сӑнарӗпе курӑнса, каҫхи тӗксӗмлӗхре ним сас-чӗвсӗр ишсе ҫӳренӗ, унӑн куҫӗсенче темӗнле юптаруллӑн пӑхнӑ. Эсӗ хӑв машину ҫине ларса каятӑн, манӑн кӑнтӑр кунӗнчех юпа тавра йӗмсӗр ҫаврӑнса ҫӳремелле-и? Чи малтан Кондрат Майданников пычӗ. — Часах мар. Ҫавнашкал юмахла нумай-нумай япала сӗннӗ майра-патша Соломона, анчах ун ӑслӑлӑхне хур тӑвайман, каҫхи хӗрӳ пылаклӑхӑн мӗнпур вӑрттӑнла илӗртӗвӗпе те ун юратӑвне сыхласа хӑварайман. Лар та итле. Тавтапуҫ сире чейшӗн-сахӑршӑн, мана ӑшшӑн пӑхнӑшӑн… Нимӗҫӗ ҫине пӑхсан, Озеров тӗлӗнсе кайрӗ: вӑл хайхи тыткӑна лекнӗ летчикпе, Курт Краузепе пӗр сӑнлӑ иккен, — унӑн самолётне Ольховка ҫывӑхӗнче персе антарнӑччӗ. — Пухура мӗн пулчӗ-ха? Ӗҫ ӑнса пырать. Терёха! Вӗсенчен эпӗ чи ваттисемпе хампа пӗр тантӑшсенчен вуникӗ ҫын суйласа илнӗ, вӗсене вара хамӑн чи ҫывӑх туссем вырӑнне шутланӑ пулӑттӑм. Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫав ҫӗр ҫине тӗпчесе пӗлме ҫынсем яманшӑн яланах хайне хӑй вӑрҫатчӗ. — Эпӗ ун пирки мар-ха, мӗн те пулин сиксе тухасран хӑратӑп… Ҫав темӗн пысӑкӑш чӗрчунсем, кӗмсӗркке сӑмсисене тӑраткаласа, ҫемҫе шыв курӑкӗ ҫинче лӳпперрӗн йӑваланаҫҫӗ, йӗкӗлтешнӗ пек туса вӗсем пӗтӗрӗнсе тӑракан вӑрӑм уссисен пурҫӑн евӗрлӗ туйӑнакан енне кӑтартаҫҫӗ. — Евгений! тӑр, — хушса хучӗ вӑл хыттӑн. Ку ҫулҫӳреве ман укҫа ҫитет. Аппӑшӗ: хӗрсене шӑллӗн кучченеҫ парас пулать, хӗрсем ӑна саваҫҫӗ тата пӗр хӗр, Марьянка, пуринчен те чипертерех, вӑл та Лукашкӑна юратать, терӗ. Икӗ хӗрарӑм старике улӑштарчӗҫ. Михайла мучи носилка ҫумӗпех, Ленӑпа юнашар, васкаса утрӗ. Килетӗп хайхи каялла, сасартӑк — самолётсем, тем чухлӗ! — Венчет тӑвиччен тӑватӑ ҫул тусла пурӑнтӑмӑр. Ҫывӑхрах, ҫывӑхрах ура сассисем. Ҫапла, ҫавӑ ку, леш хавасланма юратакан, ӑна яланах итлекен ача! — Шухӑшласа пӑхма сире ҫирӗм тӑватӑ сехет паратпӑр. Ачасем виҫҫӗшӗ те кӑштах ҫӗкленчӗҫ, мӑйӗсене тӑсрӗҫ. Договора ун ҫине тунӑ, — тытать те кӑларса сирпӗтет — ӗҫӗ те пӗтрӗ. Нумай хисеплӗ числосене каҫса кайсах хутлатчӗ вӑл, хутланӑ чух паттӑррӑн йӑнӑшатчӗ, цифрӑсен вӑрӑм йӗркине патакпа хӑйӑр ҫине ҫырса кайсан, вӗсем ҫине тӗлӗнсе, ача куҫӗсем пек куҫӗсене чарса пӑрахса, кӑшкӑрнӑ пекех калаҫса тӑратчӗ: — Кун пек япалана сӑмахпа калама та никам та пултараймасть! Анчах хӑйӗн ӑраскалӗ пирки Паганелӗн ӗмӗрлӗхех авланусӑр тӑрса юлмалла-ши? — Виҫҫӗр пине яхӑн… Уҫрӑм алӑка. Шубин ним шарламасӑр кӗтесре сӑнаса ларчӗ, анчах ним сӑнамалли те пулмарӗ. Майн шывӗн тӳрӗ ҫыранӗпе Франкфуртран Содена пыракан ҫул ҫине пӗтӗмпех ҫырла йывӑҫҫисем лартса тухнӑ. — Тӗрӗс, эпӗ санран уйӑрӑлса кайнӑ чухне кӑна кӗтменччӗ, — тавӑрчӗ Аркадий: — анчах эсӗ ху мӗншӗн суятӑн-ха? Шуйттан пӗлет-и тен ӑна, килӗрен киле кӗрсе ҫӳрет, шӳтлесе калаҫать, мужиксене вӑл темскерле юмахсем каласа парать, теҫҫӗ… Бульба пӗччен тӑрса юлчӗ. Ку чӑнах та плащпа пӗркеннӗ Боримечка пулчӗ. Эсӗ текех ун кӑмӑлне килменнишӗн вӑл айӑплӑ-и вара?.. Унӑн хура плащӗ тата шӗвӗр калпакӗ кӳлӗ ҫийӗн шӑва-шӑва ӗренкеленеҫҫӗ, самант-самантӑн пӑс пӗлӗчӗсен хыҫӗнче ҫухалаҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене каласанах вӑл халатне ярса илчӗ те пытанма тесе экипажсем ларакан сарайне чупрӗ. Кунти пулӑҫӑсем пулӑ анчах мар тытаҫҫӗ. Эсӗ награда илнӗ, ачам? — Вӑл нихҫан та пирӗн пата ҫӳремест те, ӑҫтан пӗлес? — терӗ Марьяна, Оленин ҫине пӑхса илсе. Апат ҫинӗ хыҫҫӑнах пичче ҫул ҫине кирлӗ хӑш-пӗр япаласене туянма тухса кайрӗ. Мӗншӗн унӑн сӑн-пичӗ ҫиленнӗ чухнехи пек сивӗ? Философла сӑмахласа хӑтлансан, каллех пӗр-пӗрне улталама тӑрӑшаҫҫӗ, рашчут туса пӗтерсен, пӗтӗм вӑя пухса хӑтланнипе ывӑннӑскерсем тата тарланӑскерсем, трактира чей ӗҫме каяҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле хуҫана та чӗнеҫҫӗ. Мануэль ҫар ӗҫӗнчен пуҫне урӑх нимле професси те йышӑнмасть, вӑхӑт иртнӗ май вӑл Аргентинӑн республикине пӗр взвод салтак пама хатӗрленет. — Куратӑр пуль? — терӗ вӑл. Ара, сӑмах майӗн, вӑл сан патӑнта пӳлӗмре лармасть-и-ха? — тесе хушса хучӗ вӑл, арӑмӗ еннелле ҫавӑрӑнса. — Ӑҫта каяссине эсӗ пӗлмен-им? Усаллӑхӑм килсе каять — пурне те тытса лӑскӑттӑм… Кашни кун сан пата аннӳ шыв илсе пырать, ку вӑхӑтра санӑн ҫиме юрамасть. Час-часах вӑл салтӑннӑ хыҫҫӑн та вырӑн ҫине выртман, пӗр аллипе тӳшек ҫине таянса, тепринпе хӑйне хӑлхинчен турткаласа, е, шӑлӗсем ыратнӑ пек, сухалӗпе питҫӑмартине сӑтӑркаласа, нумайччен вырӑн хӗрринче ларнӑ. Ман паллакан ҫынсем нумай: Чехтарева статски советница, Подточина штаб-офицерша… тепӗр тесен, вӑл ҫакӑн пек хӑтланнӑ хыҫҫӑн эпӗ унпала полици урлӑ ҫеҫ калаҫатӑп-ха. Турра вӑл чиркӳ вӗрентнӗ йӗркепе пулсан та — хӑрамасӑр ӗненетчӗ, ӑна вӑл пысӑк ырӑ сӑнлӑ старик пек тӗнчен ырӑ кӑмӑллӑ та ӑслӑ хуҫи пек пулӗ тесе шутлатчӗ. Пӗррехинче, эрне варринче, праҫник кун, Павел килтен тухса каяс умӗн амӑшне:— Шӑматкун ман пата хуларан хӑнасем килеҫҫӗ, — терӗ. — Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, вӑл халь унта ӗнтӗ. Вӑл та, Мэри Грант та чарӑнасшӑн пулмарӗҫ, ҫавӑнпа отряд ҫыран тӑрӑхӗпе малаллах кайса пырать. Ҫакӑн пек вӑл эрни-эрнипе ҫӳренӗ. Сехӗрленӳпе тата йӗрӗнӳпе чӗтренсе Гусевпа Лось ыткӑна-ыткӑна уй тӑрӑх чупаҫҫӗ; чӗрӗлнӗ ӳсен-тӑран урлӑ сике-сике каҫаҫҫӗ. Ҫула май хӗнеме тапратрӗҫ. — Тарын, — хӑрӑлтатать Кирюха. Суднӑ ҫинчех-ха Корнев машинист пире валли тӑватӑ мӑшӑр куҫлӑх туса панӑччӗ. Анчах куҫлӑх тесе куҫлӑхах теме ҫук ӗнтӗ вӗсене. Кантӑкне «джин» бутылкинчен тунӑччӗ. Вӑл сӑран алсине хывса тӑрать. «Йӑпатать», — шухӑшларӗ те аслӑ Артамонов хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ. Кулакӑн шӑнӑрӗсене касса татӑр, вара кӗретпӗр! Пире унӑн машинисене, унӑн вӑкрисене, унӑн вӑй-хӑватне парӑр, вара эпир унпала тин танлашӑпӑр. Ҫапла тӑвас вырӑнне «кулака пӗтермелле» тесе калаҫаҫҫӗ те калаҫаҫҫӗ, вӑл пур ҫулран ҫул хупах пек ашкӑрса пырать, тата хӗвеле те пиртен хупласа тӑрать. Ҫук, эпӗ пытанас теместӗп. Вӑл урӑх ҫынсем ывӑлне юратнӑшӑн кӗвӗҫет, ачана туса паракан ырлӑхшӑн, хӑй парнелемен кучченеҫсемшӗн, кӗнекесене тата ывӑлӗн пурнӑҫне унсӑрӑн кӗрсе пыракан мӗнпур япаласемшӗн кӗвӗҫет. — Унтан вара Киш упа тирне сӳме тытӑнчӗ, эпир вӑл упа тытни ҫинчен калама хӑвӑртрах кунта чупса килтӗмӗр. Теприсем пур, сып-сывах хӑйсем, пур вӗт-ха ҫавӑн пек аслисем, кун пек вӑхӑтра пурӑна параҫҫӗ госпитальте. — Эсӗ мӗн, ӑсран тайӑлман пулӗ-ҫке? Пурне те ҫавнашкал, ним сӑлтавсӑр ятласа мӑшкӑлланине чӑтса тӑма пултараймастӑп эпӗ. Мӗншӗн тесен, хурахсем хӑйсен атаманне юратнине тата ӑна чӗререн парӑнса итлесе пурӑннине лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Эх, инкек ҫине синкек-ҫке! — тесе хучӗ вӑл пуҫне ик аллипе те хӗссе тытса. Капитан Кидд бухтине юхса кӗрекен пӗчӗк ҫырмасенчен чи хӗвелтухӑҫ енчи ҫырма икӗ тӑрӑллӑ сӑрт патӗнче пуҫланнине эпӗ лайӑх астӑватӑп. Эпӗ вара ҫак ҫырма урлӑ чи тӑвӑр вырӑнта каҫма шутласа сулахаялла, ҫав сӑрт еннелле пӑрӑнтӑм. Ун вырӑнне кирек епле ҫын пулсан та, манран ун пирки тахҫанах ыйтнӑ пулӗччӗ, анчах ку ыйту мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. — Акӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл хурлӑхлӑн, Елена ҫине пӑхса: — акӑ сирӗн ҫамрӑк ӑру! Пирӗншӗн, хресченсемшӗн лайӑх; эсир вӗт… ах, эсир, пирӗн аттемӗр пире ырлӑх параканӗ, ах, эсир, пирӗн аттемӗр!.. Хутора сӗм хура — куҫран е нимӗн курӑнми хура — пӗркенчӗк витсе хупӑрласа илчӗ. Ҫырма кукрисенче вӗсем шыв ҫулӗнчен пӑрӑнса каяҫҫӗ те сӗрекене лекнӗ ҫав тери пысӑк пулӑсем пек ҫаврӑнкалаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тӗрткелешсе хӑйранаҫҫӗ. Нагульнов Тубянски еннелле пӗр ҫӗр чалӑша яхӑн сиккипе чуптарса кайрӗ. Июнӗн 18-мӗшӗ, 1915 ҫул. Вырӑс Архипелагӗнчи 4-мӗш утраври лагерь. Пысӑк чакӑр кӑвак куҫӗ ҫамрӑкӑнни пек уҫҫӑн кулать, тӑнлавӗсем патӗнче ҫинҫе пӗрмешкесем палӑраҫҫӗ, пӗчӗк хӑлхисем тӗлӗнче кӑвак ҫӳҫ кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатать. Унӑн горизонтӗнче тин ҫеҫ икӗ мӗлке: аяк пӗрчине ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ Маратпа пуҫне каснӑ Шарлотта Корде мӗлкисем курӑнса иртнӗ. Катя ҫав тери салхуччӗ. Ну, эпӗ те вӗсем хыҫҫӑн. Ахӑрашуллӑ, темиҫе ҫӑвар харӑссӑн кӑшкӑракан, ним латтисӗр тавлашу пуҫланчӗ. Аякра бегемотсем хашлатни илтӗнет. Елена сайра хутран Инсаровпа сӑмах хускатать; — Ухмаха тухрӑн-и мӗн? Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ. Курсам, епле шартлама сивӗсем тӑраҫҫӗ! Ӑҫта пытанса тӑрать-ши унӑн чӑнлӑхӗ? Ҫаксене аса илнӗ чухне унӑн пӗрре чӗри ыратрӗ, тепре, ҫав тери савӑннипе, сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ. Мустангер хӑйне счет пама ыйтнӑ, вара счет тӑрӑх юлашки пенни юлмиччен йӑлт тӳлесе татнӑ. Вӑл Корытова ураран ӳкерсен те ним тӗлӗнмелли те пулмасть, мӗншӗн тесен Воропаев Корытовран чылай вӑйлӑрах; Акӑ алӑк уҫӑлчӗ те, вӑл кӗчӗ. Санӑн ӑна влаҫа кӳрентернӗшӗн хӗнемелле мар, арестлемелле пулнӑ! — Пӗлетӗп… Виҫӗм кунхине ун патне Николай Недкович пырса кӗчӗ те, черешньӑ вулли шыра-шыра йӑлтах супса ҫитрӗм, тупса пулмарӗ, тесе сӑмах хускатрӗ. Ҫавӑнтах вӑл «Граждан авиацийӗпе» телефонпа калаҫса татӑлчӗ, эпӗ хам материала хӑҫан хатӗрлесе кама памаллине те каларӗ. Арҫын вара, чӑн-чӑн арҫын, ҫула пӗр шарламасӑр шырать, факт. — Лайӑх апат пулмасан, сан юратӑву мӗне кирлӗ вӑл? Вичкӗн сӑмахсемпе питӗ пултаруллӑ йӗплет: хӑй ҫаплах кулӑпа, ыраттармалла мар калаҫать, анчах ҫивӗч сӑмахпа вӑл ҫыннӑн пырши-пакартине пӗтӗрӗнтерсе кӑларать. — Капитан! — кӑшкӑрчӗ Джон Мангльс. — Эпир бурунсем патӗнче! — Кампа юлташланасси вӑл ман ӗҫ! — ҫав тери хӑвӑрт ответлерӗ те вӑл хӗрелсе кайрӗ. Тӗнчен тӗрлӗ хӑвачӗсем кӗрешнинче, тӗнчен тӗрлӗ енӗ пӗрне-пӗри сас панинче, ҫав евӗрлӗ тамӑк пӑтрашӑвӗнче ытармалла мар илем те пур. — Ҫывӑрар-ха апла харкашиччен! — терӗ кӳренсе Аркадий. Дик Сэнд ку шухӑша самантрах пӑрахӑҫларӗ, ун шухӑшӗ кунта пӗтӗмпех Гаррис шухӑшӗпе, лару-тӑру ӑна чи кӗске ҫул суйласа илтерӗ текен шухӑшпа тӳр килчӗ. — Шутлӑн, мӗнле шукӑллӗх кирлӗ ялта! Огнянов вӗсене урӑх калаҫтармарӗ. — Пӑртак тӑхтайӑрччӗ! — Эсӗ — Тимур?! — куҫҫулӗпе тулнӑ куҫне чарса, ӗненмен пек кӑшкӑрса ячӗ Женя. Елена унӑн пичӗ ҫине ӑшшӑн пӑхса кулчӗ. Каях, Аксель, кай! — терӗ профессор. Хура лаптӑк, темле йывӑр япала туртнӑ пек, сылтӑмалла шуса пырать. Пурнӑҫӑн йывӑр тапхӑрне кӗнине вӑл пӗлет. Ӑна никам та пулӑшаймӗ. Ну, халь каяр ӗнтӗ. Анчах, укҫа хыҫҫӑн чупас ҫӗре темӗн чул вӑй хунӑ пулсассӑн та, Игнат сӑхӑ йышши ӗмӗтсӗр пулман, хӑш чухне вӑл хӑйӗн пурлӑхӗ ҫине чӑнласах та ытахаллӗн ҫеҫ пӑхнӑ. «Вот-тӑк атте! — терӗ Левко, тӗлӗнсе кайнӑ хыҫҫӑн пӑртак тӑна кӗрсен, ятлаҫса каякан голова ҫинелле пӑхса. Вӗсенчен пӗрне Лятьевский хӑй палласа илчӗ. Женьӑн пуҫӗ айӗнче халь ӗнтӗ ҫемҫе сӑран минтер, унӑн урисене ҫӳхе простыньпе витнӗ. Эпе ӑна вут тӗртрӗм. Ку вӑл сарлака та кукӑр ҫивӗчӗшлӗ, ӑнланмалла мар хурӑмлӑ слон шӑмминчен тунӑ хулӑн авӑрлӑ, кӑнттаммӑн касса илемлетнӗ ҫӗҫӗ пулчӗ. Эпӗ кантурҫӑ патне ыткӑнтӑм та, пӑлханнипе хама хам та пӗлмесӗр, хыттӑн пӑталаса лартрӑм ӑна алапа хулпуҫҫийӗнчен. Марья Кириловна ача пекех савӑнса пӑхать. Геркулесӑн мана валли урӑх хыпар ҫук, ҫавна пӗлтерет вӑл сас паманни. Ӑна вӑл хӑй шунӑ пек, пӗренесемпе Терек вара хускалмасӑр пӗр вырӑнтах тӑнӑ пек туйӑнчӗ; анчах ку пӗр самантлӑха ҫеҫ пычӗ. Унӑн халапӗнче хресчен сӑмахӗсем илтӗнмеҫҫӗ: ахаль ҫынсем ун пек калаҫмаҫҫӗ, сӑмах ӑстисем те ун пек калаҫмаҫҫӗ. Леш асран кайми тӗлпулу ӑна хӑйӗн унчченхи ҫул-йӗрӗнчен яланлӑхах кӑларса пӑрахрӗ: халь вӑл ҫав йӗр ҫинче тӑмасть ӗнтӗ, — вӑл инҫетре, — апла пулсан та, йӗри-таврара пурте унчченхи йӗркепех, хӑйсен черечӗпех пулса пыраҫҫӗ, ним те улшӑнманпа пӗрех; унчченхи пурнӑҫ, Елена унчченхи пекех пурӑнасса тата пулӑшасса шанса, ҫавнашкалах малалла шӑвать. Ҫав самантрах ун пакӑльчакра темскер хыттӑн шартлатса илчӗ, ытла ыратнипе старик месерле кайса ӳкрӗ. Хӑнана ҫӳреме тытӑнчӗ, галерейӑсенче кӑна мар, уҫӑлма тухсан та хӗрарӑмсемпе пулчӗ, вӗҫкӗннӗн тумланма пуҫларӗ, калаҫнӑ чух художник обществӑпа пӗрле пулмалла, ун ятне ҫӳлте тытмалла, художниксем атӑ тӑвакансем пек тумланаҫҫӗ, хӑйсене кирлӗ пек тыткаламаҫҫӗ, хӑйсен мӑнкӑмӑллӑхне палӑртмаҫҫӗ, вӗсем пӗрре те вӗреннӗ ҫынсем пек мар тесе калаҫрӗ. Кунта Динго ҫук ӗнтӗ, никам та, Негоро йӗрне тупса, вӑл килнине пӗлтерсе, хавха ҫӗклемест. Эпӗ пӗччен пулнӑ пулсассӑн, тӳрӗ пурӑннӑ пулаттӑм, тет. Иккӗшӗ те каллех пӗр харӑс:— Ҫук, эпир вӗсене курман, — терӗҫ. Анчах вокзалра ӗҫнӗ хӗрлӗ вӗри эрех сасартӑк унӑн пуҫне ҫавӑрса ячӗ, ӑна шавлӑ та темле турткалашуллӑ хаваслӑхпа тултарса лартрӗ. Вӗсенчен пӗри унӑн душегрейкине тӑхӑнма та ӗлкӗрнӗ. Ыттисем минтерӗсене, арчисене, чей савӑчӗсене, кӗпе-йӗм тата ытти вак-тӗвек япаласене тустарнӑ. Ҫӗнӗ ӗҫе пуҫӑннӑ ытти ҫынсем пекех ытлашши тӑрӑшуллӑ Василий утияла ир-ирех пӗр хӗрхенӳсӗр туртса сирет те: кайма вӑхӑт ҫитнӗ, пурте хатӗр, тесе ӗнентерет. Пӳлӗхҫӗм, мӗнле юрату пултӑр вара ҫавӑ! Эпӗ ӑна пытарма та пултараймастӑп… — Каҫарӑр ӗнтӗ, — хӑй калавне вӗҫленӗ сӑмахпа тавӑрчӗ вӑл. Хӗрес хурсанах лешӗ кулма чарӑнчӗ, тет те, йӗрсе яра пачӗ, тет. Тул ҫутӑлса ҫитнӗ тӗле Суламифь ӳчӗ кӗрен кӑпӑк пеклӗн курӑннӑ, куҫӗсене те унӑнне юрату ӗшенӗвӗн кӑвак мӗлкисем карса илнӗ, — ачаш кулӑша каланӑ вара хӗр: — Уҫӑлтарсамӑр мана панулмипе, ҫирӗплетсемӗр мана хӗрлӗ эрехпе, мӗншӗн тесен эпӗ юратупа халтан кайнӑ. — Уншӑн халь ӳкӗнетӗр-и? Тӗрӗссипе каласан, чаплӑ йӑхра ҫемьесене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑракан хӑйне майлӑ нумай паллӑсем ӑҫтан тухса кайнипе питех те интереслентӗм. — Мӗнле эсир мана капла хӑвӑрт пӗлме ӗлкӗртӗр? Ун умӗнче ҫине симӗс-кӑвак платье, шурӑ тюль шлепке, аллисене шведски перчеткесем тӑхӑннӑ Марья Николаевна тӑрать. Вӑл ҫуллахи ир пек кӗрен те хавас, анчах ун хусканӑвӗсемпе куҫӗнче вӑл пӗр шухӑшсӑр ачашланса ҫывӑрни халӗ те палӑрать-ха. Сисетпӗр-ха, вӗсем темӗн тума шутланӑ, кун пирки иккӗленмелли ҫук. Анчах ун чух та эсир мар, эпир, судьясем, ун пек ҫынна тивӗҫлине памалла… Пилӗк талӑк выртать ӗнтӗ, апла пулсан та ун патӗнче ухмах хуҫа-карчӑка шутламасан, пӗр чун та ҫук. Ҫак тарӑн шухӑшлӑ ученӑйӑн иккӗмӗш проекчӗ акӑ мӗн тума хушать. Кунти ҫынсем пурте патшасен еркӗнӗсем мӗн-мӗн каласа панисене часах манса каяҫҫӗ тесе пӑшӑрханаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫак доктор пӗрремӗш министр патне кӗме ирӗк илнӗ кашни ҫынна хӑйӗн ӗҫӗсем пирки кӗскен те ӑнланмалла каласа парсан, ун патӗнчен тухса каяс умӗн министра е сӑмсинчен туртма, е хырӑмӗнчен урапа тапма, е хӑпарса тухнӑ ури ҫине виҫӗ хут таптама, е хӑлхинчен туртма, е ӳчӗ ҫине булавкӑпа чикме, е аллинчен кӑвакарса кайичченех чӗпӗтме хушать. Хӑй ыйтакан ӗҫе майлӑ е хирӗҫ татса париччен министр йышӑнакан кашни кунах вӑл ҫапла тума хушать. — Халлӗхе ӑна никам та пӗлмелле мар. Факелсем чӗртсе ячӗҫ те хулана ухтарма пуҫларӗҫ. Ку ӗҫ трактиртан темиҫе утӑмран ҫеҫ пулса иртрӗ. Анчах нумайрах пурӑннӑҫемӗн эпӗ тата хытӑрах шухӑшласа пыраттӑм: ҫав ҫынсен ӑшчиккишӗн хуйхӑ-суйхӑ савӑнӑҫран ҫывӑхрах тарать пулӗ теттӗм. — Пӗлетӗп, — терӗм эпӗ. Und sie stürzte mir in die Arme, — тепӗр хут каларӗ вӑл, кӑштах лӑпланнӑ май питҫӑмартийӗсем тӑрӑх юхакан шултра куҫҫуль тумламӗсене шӑлса. Ытти ротӑсенче хӗне-хӗне, айӑплавсемпе, кӑшкӑрашусемпе те тӗркешӳ-хыпкаланусемпе аппалана-аппалана эрнере аран-аран тукалама пултарнине вӑл лӑпкӑнах пӗр кун хушшинчех туса хуратчӗ. — Юрать! Эсрел патне! — кӑшкӑрчӗ вӑл ҫилӗллӗн, анчах юри курнӑҫланнипе именни те пурччӗ ӗнтӗ. — Вӑйӑ, вӑл — вӑйӑ, йӑпанни пулать эппин, эсӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ пекех хӑтланатӑн. Вилӗ ют ҫынсен ӗнси ҫине юлчӗ вӗт; вилӗ вӑл — шурӑ кулач пекех, сахалтан та икҫӗр тенкӗ тӑрать. Ефим тӗрӗс каланӑ: ҫак кунсем хушшинче Фома сасартӑк улшӑнса кайнӑ. Горпа Анубис Озирисшӑн йӗнӗ кусем, вӗсем сӑввине вӗҫлесен, кашни хутӗнчех, хор, пусма картлашкисем ҫине вырнаҫса тӑнӑскер, ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен кала-кала пынӑ ҫавнах савӑнӑҫлӑ та кулянчӑк кӗвӗпе. Ҫумӑр уйрӑм тумлампа мар, йӑрӑмпа йӑрӑлтатса ҫӑвать, вӑхӑтран вӑхӑта ҫӗр ҫине ҫӳлтен Ниагара шывсикки пек йӑтӑнса анать. Пӗтӗм таса та тӳрӗ чунӗ тарӑхса тулчӗ. Ӑна ирӗк панӑранпа вӑтӑр ҫул та иртмен-ха, кашни хӗрӗх ҫулхи хресчен чура пулса ҫуралнӑ та, ӑна астӑвать. Утнӑ чух ҫӑмӑлрах пек, выртса ӑшӑнатӑп ҫеҫ — вилӗм. Тӗп йывӑрлӑх акӑ мӗнре пулчӗ: эпӗ час-часах чирлеттӗм, ҫавӑнпа та сцена ҫине тухма пултараймастӑмччӗ. Корсар Кэвендиш ҫак колоние 1587-мӗш ҫулта курма килсен, ҫав тӑватҫӗр телейсӗр ҫынсенчен пӗртен-пӗр чӗрӗ ҫыннине тӗл пулнӑ, вӑл та пулин хула ишӗлчӗкӗсем хушшинче выҫӑпа асапланса выртнӑ, ҫуралнӑ кунӗнчен ултӑ ҫулне те аран пурӑннӑскер, ултӑ ӗмӗр пурӑнса ирттернӗ ҫын пек курӑннӑ. Шурӑмпуҫӗпе «Дункан» пролив тӑвӑрланса тӑнӑ ҫӗре ҫитрӗ. — Йытӑсем начар кунта, — тесе хурать сасартӑк руль патӗнчи ҫын. Ман пата Мускава ҫырусем ҫырма ан манӑр, — терӗ мана Сегал уйӑрӑлнӑ чух. Типсе кайнӑ хӑрӑк йывӑҫ хӑвӑлӗнче пӗр хускалмасӑр, йӗнӗри пек, ҫӗрӗпех тӑрса ирттернӗ. — Чей ӗҫсен — мӗнле-ши? Кӗтесре савӑт-сапа шкапӗ ларать; стена ҫинче, рамкӑллӑ кантӑк айӗнче, офи-цер дипломӗ ҫакӑнса тӑрать; ун тавралла вак-тӗвек картинӑсем ҫапса тултарнӑ. — Мӗншӗн-ха эсӗ ҫапла турӑн? Тревога сигналӗсем илтӗнмерӗҫ, анчах, кун пек чух мӗн-мӗн тумаллине пурне те турӗҫ. Вӑл куҫне уҫрӗ те Панталеоне тӑнине курчӗ. Кама та пулин тытма хатӗрленнӗ пирки иккӗленмелли те ҫук… Тепӗр ирхине, чей ӗҫме ансан, аннеҫӗм мана ятларӗ (ҫапах эпӗ шутланӑ пекех хытӑ мар), вара эпӗ ӗнерхи каҫа мӗнле ирттерни ҫинчен каласа пама хушрӗ. Ун приказӗ тӑрӑх, пирӗн тылсен дивизипе пӗрле Вазуза урлӑ каҫса каймалла. Макар аллине ҫӗклерӗ: — Ну, чи карма ҫӑварлисем, уйрӑмах хӗрарӑмсем, кӑштах чарӑнӑр-ха эсир! Анчах та Корниловскӑй батареи патне ҫитсе бастион начальникне шыранӑ чух вӑл иккӗлене пуҫларӗ, — пуҫӗ ҫӗрелле усӑнчӗ. Каҫ тӗттӗмӗ витӗр вӑл бруствер патӗнче тӑватӑ матрос тӑнине курчӗ. Таврӑнӗ-ха, — терӗ мучи. Хӑш чух тата кам та пулин юр айне ана-ана каять, ӑна тертлене-тертлене туртса кӑлараҫҫӗ. Садсемпе е типтерлӗ пӗвесемпе тата пӗчӗкҫӗ кӳлӗсемпе чикӗленӗ уйсем ҫумӗпе иртсе пырать машина. Хӗрсенчен пӗри, «Анюта» тесе ал пусни, ҫапла ҫырнӑ тата: эпӗ сире мӗнпе те пулин пулӑшма пултараймастӑп-ши, сире лайӑх кӗнекесем кирлӗ мар-и, сире мӗн те пулин кирлӗ пулсан, ним вӑтанса тӑмасӑрах манран ыйтӑр, тенӗ. Нумай шухӑшлама юрамасть: шухӑшламасан, вӑл сана нимех те мар. — Мӗн вара? — терӗ ӑна хирӗҫ лешӗ. Нушана пула, пӑрахут ҫине хӑпармалли пусмана лайӑх сыхласа тӑраҫҫӗ-мӗн, кӗме тӑрсан пирвайхи хутӗнчех ӑна каялла хӑваласа антарчӗҫ. Курӑнман, пӗлмен тӗнче тӗпсӗр шӑтӑк пек туйӑнма пултарнӑ, анчах унта ку тӗнчере юлакан ирсӗрлӗхпе киревсӗрлӗх пит нумаях мар пулӗ. Плошадӗн пӗр енче ӳсекен хура раинсем хыҫӗнчен тулли ылтӑн уйӑх ишсе тухать. Унта вӑл ҫакна асӑрханӑ: ҫав шывсикки хӑй тӗллӗнех чӑнкӑ пусма пеккине картласа тӑнӑ, ҫав пусма пекки чул стена хушшинчи ансӑр ҫурӑка хупса лартнӑ пек туйӑннӑ. Том ҫав самантрах ҫӗнӗ япаласем тупса чапа тухассишӗн ҫунма пуҫланӑ. Ну, хӑвӑн ҫине пӑх-ха, мӗнех эсӗ? Ӗнер ирхине вӑл, хӑй те пулӑ тытса ларатчӗ. Ӳсен-тӑран унран перӗнсенех ҫил ҫинчи евӗр чӗтренчӗ, — сарӑ-хӑмӑр, тачка тураттисем алӑ еннелле тӑсӑлчӗҫ. Унта Кистринпа Очаков крепӑҫӗсене туртса илнине кӑтартакан ӳкерчӗксем пур, хӗр суйлани (хӗр пӑхни) тата кушак аҫине пытарнине ӳкернӗ картина та ҫавӑнтах. Ҫакӑ мана чӗререн пырса ҫапнӑ пек туйӑнатчӗ, эпӗ салтакран ҫиленсе ыйтаттӑм: мӗншӗн вӗсем пурте хӗр арӑмсене улталаҫҫӗ, вӗсене суяҫҫӗ, унтан вара хӗрарӑма мӑшкӑласа, ӑна пӗрин аллинчен теприн аллине параҫҫӗ тата час-часах хӗнеҫҫӗ? — теттӗм. Ҫавӑнтан пуҫласа вӑл мӗн виличченех ҫурма выльӑх пек пурӑнасси ҫинчен шухӑшлама пуҫланӑ. Ман приказ — германски ҫар приказ. Шӑллӗ патӗнче Петр хӑйне хӑй килтинчен лайӑхрах туйнӑ, шӑллӗ патӗнче интереслӗрех пулнӑ тата яланах лайӑх эрех ӗҫме май килнӗ. Иккӗмӗш хута тӑшман пӗтӗмпех йышӑнса илнӗ пулӗ тесе, вӗсем, пӗртте чарӑнса тӑмасӑр, тавралла пӑхкаламасӑр виҫҫӗмӗш хута, куҫкӗскисен пӳлӗмне, тимӗр алӑклӑ ҫунакан фитиль вӗҫӗ выртакан, парӑнма е вилме ҫеҫ юлнӑ пӳлӗме вӑркӑнса кӗчӗҫ. Горева хӑйӗн планне йышӑнтарма пултарчӗ, вӗсем вара Шенбруна кайрӗҫ. Вӑл, кровать ҫинче тайӑнарах ларса, ҫырусем ҫырать. — Чӑнах та, эпӗ йӑнӑшман иккен, — терӗ Гленарван. Морис Джеральд шыва пилӗк таран кӗрсен ним шанчӑк ҫуккипе чарӑнса тӑнӑ. Сирӗн Мускавра пысӑк ӗҫсемех ҫук-и? — Эпир ӑна ҫӗклесе тухма тивӗҫ, Михайло Иваныч! Пӗччен юлатӑп та, ҫапла, — ку мана питӗ килӗшет, — шутлама лайӑхрах пултӑр тесе, куҫа хӗссе выртатӑп, вара чарӑнмасӑр йыхӑратӑп та йыхӑратӑп хам асра унӑн е хаяр, е чее, е тата ачаш кулӑпа ҫиҫекен питне, унӑн ватӑ хырлӑх ирӗкӗнче яштака та патвар ӳсекен чӑрӑш хунавӗ евӗр ҫитӗннӗ йӑрӑс та вӑйлӑ ҫамрӑк ӳт-пӳне, унӑн уҫӑ та кӗтмен ҫӗртенех хулӑнланса хӑпаракан пархӑтлӑ сассине… ССР Союзӗнчи демократи, тепӗр майлӑ, вӑл — ӗҫ ҫыннисемшӗн демократи, урӑхла каласан, — пуриншӗн демократи пулать. Ҫи. Чӑн-чӑн ҫын утса килет, вӑл пурнӑҫа ӑс-тӑн ҫулӑмӗпе ҫутатса пырать те — хӑй кӑшкӑрать, чӗнет: — Эй, эсир! пур ҫӗршывсенчи ҫынсем, пӗр ҫемье пулса пӗрлешӗр! — тет. Вӑл халӗ ют ҫӗршыв япалисене пӗтӗмӗшпех вӑрҫать. Ҫӳлтийӗ — суран та мар, пысӑк мар шӑтӑк ҫеҫ, пуля шӑтарса кайнӑскер, пачах та юнланманскер. «Юратнӑ тусӑм! Мана вӗсем вырнаҫуллӑ мӑшӑр пулмалла пек туйӑнатчӗҫ. Анчах вӑл кӗнекесенче — господасене хирӗҫ ҫыраҫҫӗ. Юрат ӑна, хисеп ту. Унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ, ҫӗлӗкӗ хывӑнса ӳкрӗ, куҫӗсем ҫине ҫӳҫ пайӑркисем усӑнса анчӗҫ… — Районтан килнӗскер пулмалла. — Нагульнов куҫӗсене хӗсрӗ. Вӗсем пӑшал кӳпчекӗсемпе арча тӗпне ватрӗҫ, хупӑлчине штыксемпе шӑтарса, пӳлӗме вӑркӑнса кӗриччен малтан, ҫав шӑтӑксем витӗр унта мӗн пуррине пӑхса сӑнама шутларӗҫ. — Эппин, ӑрӑмлӑха асӗ ҫирӗп ӗненетӗн? — Мӗнле ӗненес мар-ха манӑн? Кӳршӗ улпут майри те, манпа Дубровина та, дворянсен предводительне те хӑй ҫӑлтӑрсене юратни ҫинчен пӗр пекех калаканскер, «апла мар» пулнӑ». Халӗ вӑл тытӑҫса ҫапӑҫма пуҫланӑ. Ив. Дм. Климов штурманӑн дневникӗсем Юнкун, майӑн 27-мӗшӗ. Наташа калаҫма чарӑнсан, Павел ура ҫине тӑрса лӑпкӑн ыйтрӗ: — Эпир тутӑ пуласшӑн кӑна-им? Паянах килӗрен валеҫмелле. Анчах усрама ҫеҫ. Юлашкинчен Бен ҫапла каларӗ: — Алло, ачам, ӗҫлесех пулать ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук. Унӑн сарӑ кӗпине ҫил вӗлкӗштерет, кулӑшла калпакӗпе хӗрлемес ҫӳҫӗ ҫинчи ярапана ҫавӑркалать. Хӑй сӑмахӗсене вӑл ӗненсех каймарӗ, унӑн ывӑлӗнчен ҫавӑн пирки ҫирӗплетекен сӑмах илтес килчӗ. «Ну, кайрӑмӑр, ачасем!» терӗ Бульба. Пукан ҫинче кӑшт-кӑшт шукаласа, ҫинҫе те ҫивӗч сассине вӑйпах пусарма тӑрӑшса, тухтӑр ҫапла каласа ларчӗ: — Пропаганда, пропаганда! Мӗн тума каплах мӑшкӑлласа илемсӗрлетнӗ вӗсене эсир? — Вӑл Дольские качча тухнӑ-им? Гэнтер кимме корма ҫывӑхне илсе пычӗ те, эпир Джойспа ун ҫине тар, мушкетсем, сухарисем, сысна ашӗсем тиеме пикентӗмӗр. Унтан кимӗ ҫине коньяк пичкине тата манӑн эмельсем хунӑ хаклӑ ещӗке антартӑмӑр. Акӑ ҫапла калаҫса татӑлар-ха: ҫак кунсенче эпӗ питӗ ывӑнтӑм, ӗҫме шыв пар-ха эсӗ мана, унтан эпӗ ҫакӑнта, сирӗн патӑрта, сехет пек ҫывӑрам, вӑрансан калаҫӑпӑр. (Вӑл сасӑпах сурса пӑрахрӗ.) Ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗрте — ҫӑкӑр пӗҫерекен пуласшӑнччӗ, театра кайсан, артист пулатӑп тенӗ ӗмӗтпе таврӑнатчӗ. Ун пуҫӗнче питӗ хӑюллӑ шухӑшсем те пурччӗ. Тарӑн шухӑша кайса сӑмах пуҫлатчӗ вара: — Мӗн пулӗччӗ-ши, енчен… — Ҫӗре витӗр шӑтарса тепӗр енне тухсан, — тесе шӑл йӗретчӗ вара Ромашка. — Мӗн пулӗччӗ-ши, енчен… Минералоги ӑслӑлӑхӗн ҫав пӑхма нимӗнех те мар пек, ача вӑййисем евӗрлӗ япалисене эпӗ витӗр пӗлсе тӑратӑп! Каҫхине, ӗҫлесе пӗтерсен, станцине тавӑрӑнчӗҫ, Тоня упӑшки, поездра вырӑн йышӑнас тесе мала иртсе кайрӗ. Мӗн пирки вӑл ун пек хӑтланать? Ашшӗ, кулкаласа, хутсене айккинелле тӗртсе хунӑ. Мелник хӑнипе Огнянов пӗрне-пӗри пӗрре пӑхсах палласа илчӗҫ, иккӗшӗ те харӑс тенӗ пек кӑшкӑрса ячӗҫ: — Муратлийский! Эпӗ сана валли кӑштах хӑйма пухрӑм. Карточкӑн тепӗр енне: «Ан ман», тесе ҫырнӑ. — Нимӗнле Бен Джойса та пӗлместӗп, — терӗ таса кӑмӑллӑ помощник. Ҫынни Азире тӑхӑнакан костюмпа. Келлин ӗҫӗсем мӑй таранах пулнӑ, анчах вӗсем ӑнман. Ҫӗртен вӗҫсе ҫӗкленме пӗтӗмпех хатӗр. — Ху ватӑ ухмах! — терӗ хӗрӗ кулса. «Эх, Остап, Остап!» Хуйхӑпа хуҫӑлнӑ арӑмӗ сасартӑк ҫӗр ҫине персе анчӗ, пуҫӗпе тӗмеске хӗррине ҫапма пуҫларӗ. Тупӑ сассисем ӑна хӑй еннеллех туртнӑ, паттӑрлатнӑ, ҫирӗппӗн хӑйсем патне чӗннӗ, — Алексей вӗсем чӗннине хирӗҫ ответлерӗ. — Апла пулсан, «Дунканӑн» Корриентес сӑмсахӗпе святой Антоний сӑмсахӗн хушшипе каймалла пулать? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс. — Дмитрий Павлович — терӗ вӑл тепӗр хут. Хӑш дамисем мана курнӑччӗ те ман илем ҫинчен, эпӗ лайӑх выляни-хӑтланнисем ҫинчен тата ҫивӗч ӑсли ҫинчен темӗн те пӗр каласа сӑмах сарнӑ. — Мӗн тупрӑн эс унта? — ыйтрӗ Юргин. Мӗншӗн кӑшкӑратӑр? Джо индеец яланах ӑна тӗлӗксенче курӑнса «Сана пӗтеретӗп!» — тесе питӗ хӑрушшӑн юнарӗ. Сивӗ шывпа ҫӑвӑннине пула аманнӑ ҫын тӑна кӗме пуҫларӗ: унӑн куҫхупаххисем хуллен хускалса илчӗҫ. Халичченех вӑл, акӑ, пӑшал пенинчен те хӑраса чӗтресе ӳкет. Бомбёжка хыҫҫӑн вӑл, Озеров капитан хушнипе, Лозневоя медицина енӗпе пулӑшу паракан пункта илсе кайнӑ. Пӗр процентӑн ҫӗрӗмӗш пайӗ кӑна, унтан ытла мар! Ҫапах та эпир ӗнтӗ ҫыннисем ҫавнашкал, пирӗн, коммунистсем калашле, хамӑрӑн сӑнчӑрсемсӗр пуҫне урӑх нимӗн ҫухатмалли те ҫук. Темле хӑйсене хӑйсем аван мар пек туйрӗҫ. Каҫхине, сакӑр сехет тӗлнелле, шкул ҫурчӗ ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑчӗ, ӑна чечексенчен тунӑ кӑшӑлсемпе тата ҫулҫӑ ҫыххисемпе эрешлесе пӗтернӗ. Арто, вӗсем пупленине илтсен, каялла ҫаврӑнчӗ те вӗсем патнелле чупса пычӗ. Ку ӑна хӑратса пӑрахрӗ, вӑл аллисемпе Тихон хулпуҫҫийӗнчен ярса тытрӗ. Манӑн атте тӗреклӗ пурӑнакан казак пулнӑ, тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑр тата пилӗк лаша тытнӑ. Марья Васильевна инке арӑмччӗ, тен инке арӑм та марччӗ пулӗ: пӗррехинче ҫапла Нина Капитоновна ун ҫинчен ахлатса каланине илтсеттӗм: «Инке арӑм та мар, арҫынлӑ арӑм та мар», терӗ вӑл. Казака мастерскойран ҫӗклесе тухрӗҫ, сӗтелсене, пукансене майлаштарса лартрӗҫ те, юлташӗн вӑйӗ ҫинчен кӗскен сӑмахлакаласа, ҫапӑҫнӑ чухне ӑна хӑҫан та пулин вӗлереҫҫӗ тесе, каллех ӗҫлеме кӗрсе ларчӗҫ. Час пулса ҫитекен йышши панулмисене татмалли вӑхӑт ҫитрӗ ӗнтӗ. Вӑл икӗ фронт еннелле те вӑйӑ вылять, иккӗленмелли те ҫук, пиратӑн ирӗклӗхӗпе пуянлӑхне эпир хӑйне мӑйкӑчран хӑтарма сӗнекен пӗчӗкҫӗ шанӑҫран мала хурӗ. «Эпӗ ку ҫынран хӑратӑп» шухӑшласа илчӗ вӑл хӑвӑрттӑн. Анчах вӗсем ҫӗр утӑм та кайман, лаша каллех пат чарӑнса тӑнӑ. Эсӗ те, хаджи, чӗлхӳне ытларах яратӑн. Тӳпе таса та тӗксӗм; татти-сыпписӗр чуласа иртекен бомба ҫутисем, тупӑ кӗпҫисенчен пӗрхӗнсе тухакан вут ҫутисемпе ҫӑлтӑрсем ӗнтӗ тӗттӗмре йӑл-йӑл йӑлкӑшаҫҫӗ. — Ҫапла, ҫапла, начар юмӑҫ вӑл халӗ. Роза пекех, ырӑ шӑршӑ кӑларса ларать. — Тупасса темӗн мар, — терӗ Иван Павлыч, — ун ывӑлӗ пирен шкулта вӗренет. Вӑл тӗттӗм пӳлӗме кӗрсе алӑка кӑштах уҫӑ хӑварчӗ. — А-акӑ мӗн… Виҫӗ кунран Базаров ашшӗ патне пӳлӗме кӗчӗ те, унӑн тамӑк чулӗ ҫук-ши, тесе ыйтрӗ. Блиндажран тухсан Козельцов темиҫе хутчен те ӑмлатса темӗскер каларӗ те хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ, тем пирки-ҫке, ӑна темӗскер ыратнӑн тупӑнчӗ, хӑйне аван мар иккенне, темӗскер тарӑхтарнине туйса илчӗ вӑл, полк командирӗ ҫине тарӑхни мар ку (ун ҫине тарӑхма сӑлтавӗ те ҫук), хӑйӗн ҫине, мӗнпур тавралӑх ҫине тарӑхнӑн туйӑнать ӑна. Том хӑйӗн йӗпне чӗркесе лартнӑ ҫипне сӳтрӗ те, ачасем иккӗшӗ те черечӗпе хӑйсен пӳрнисене йӗппе чикрӗҫ, вӗсенчен пӗрер тумлам юл пӑчӑртаса кӑларчӗҫ. Вунӑ сехет. Патагонец темиҫе хутчен пуҫне тайса илчӗ, — ҫапла туни вӑл кашни халӑх ҫынниех хӑй килӗшни ҫинчен пӗлтерет. Хӑв хӑярна хӑв ҫи, ӑна йӳҫӗтнӗ сӗтпе пусарса хур, анчах эпӗ ҫавнашкал теветкеллӗ япала тума пултараймастӑп! Андрей ӗлӗк ҫарта служить туман иккен, ҫавӑнпа ҫар ӗҫне начартарах пӗлнӗ, анчах ӑна сӑнасах пурӑнакан Юргин чухланӑ: ҫак шухӑшлӑрах ҫӳрекен, лайӑх кӑмӑллӑ йӗкӗт, вӑхӑт ҫитсен, халлӗхе лӑпкӑн тӗлӗрекен вӑйӗпе, чӑн-чӑн салтак пек, ҫӗмӗрттерме пултармалла. — Хӑвӑртрах! — тесе кӑшкӑрать сунарҫӑ. — Тӑхтӑр-ха, — пӑшӑлтатрӗ Одинцова. Ҫак атомра, ҫак математикӑллӑ пӑнчӑра, юн ҫавӑрӑнать, пуҫ мимми ӗҫлет тата темскер ӗмӗтленет… Аслӑ Артамонов та, хашкаса, пӗкӗ пек кукӑрӑлса тухнӑ тымар ҫине ларчӗ. Юрий хӗрелсе кайрӗ те, мухтанине йышӑнмасӑр аллипе суллакаласа, Воропаев патне кайма васкарӗ. — Кайӑр, Зеб, пӗтӗм чӗререн сирӗн ырӑ ӗҫре ӑнӑҫлӑх сунатӑп. Мӗскӗн лашама пӗр хӗрхенсе тӑмасӑр шпорпа кастарса, хуланалла вӗҫтертӗм. Ку йытта пӗлетӗп эпӗ, ӑна Меджи тесе чӗнеҫҫӗ. Эсӗ мана тӗрӗс калатӑн-и, Морис? Тепӗртакран эпӗ каллех уҫӑ ҫӗре тухрӑм пулас, анчах ниҫтан та нимӗнле сасӑ та илтӗнмерӗ. — Эс мӗн шутлатӑн вара? Ӗҫпе пурӑнман тата эксплуататорлӑ элементсене Совет влаҫӗ ӗмӗр ӗмӗрлӗхе мар, вӑхӑтлӑха, хӑй вӑхӑтне ҫитиччен суйлав прависӗр хӑварнӑ. Пӑхӑр ман ҫине, калӑр мана пӗр сӑмах… Вара вӑл, курпунскер, мӗскӗнскер, хӑй чӑнласах хурланнипе тӗлӗнмелле кулӑшла курӑнаканскер, кӗреҫе илме кайрӗ. Ҫисе янӑ кайӑк чӗпписем унӑн хырӑмне пушшех выҫтарса ячӗҫ. Анчах икӗ-виҫӗ минут иртейрӗ те, шакла илтернӗ ҫаврака ҫара пуҫ аялтан хуллен хӑпарма пуҫларӗ. Вӑл ӑна ҫыру тӑсса пачӗ. Анна Дмитриевна Епифанова упӑшки виличчен ҫирӗм ҫул хушши унран уйрӑм, Петербургра тӑванӗсем пулнӑран сайра хутран унта, анчах ытларах хӑйӗн ялӗнче Мытищӑра, пиртен виҫ ҫухрӑмра лараканскерӗнче, пурӑннӑ. Вӑл Электрика сиксе утланчӗ… шӑннӑ ӑйӑр чӗвен тӑчӗ те чалӑш ҫура малалла тапса сикрӗ, анчах атте ӑна час лӑплантарчӗ; вӑл ӑна шпорӗсемпе тапӑрларӗ, мӑйӗнчен чышкӑпа ҫапса илчӗ… Пӗр минут иртсен карета хускалса кайрӗ, ӑна пӗр сӑмах та чӗнмесӗр салху тӑракан арҫынсен тата йӗрекен хӗрарӑмсен ушкӑнӗ ӑсатса ячӗ. Ҫитти вӗлкӗшсе илчӗ те, Берсенев вара ҫыпӑҫтарса лартнӑ пекех пӗр-пӗринпе юнашар йӑваласа тунӑ икӗ ҫын пуҫне курчӗ… Вӑл хӗрӗхелле ҫитнӗ ҫын, сарлака хулпуҫҫиллӗ, вӑйлӑ, пичӗ-куҫӗ хаяр та салху. Виҫҫӗшӗнчен киле таврӑнаканни пӗри те пулмарӗ. Питӗ мелсӗрччӗ те питӗ илемсӗрччӗ ку, ҫавӑнпах пуль Ромашов, вӑтана-вӑтанах, Шульгович ҫакна хӑйӗнчен хӑранипе чӗтӗренӗ евӗр йышӑнма пултарасси пирки шухӑшларӗ. Ман сирӗнпе часрах паллашас килчӗ. Ҫав ют ҫынсем горецсем, турра кӗлтума ҫӳрекен тӗрлӗ ҫынсем — ун патне пырса, пурте унпа калаҫма пултараҫҫӗ… вӑл ачасене хӑйӗн аллипе тытса ҫупӑрлӗ. — Кай! Каярахпа вара вӑл столовӑйне кайрӗ те шӑнкӑрав сассине илтмесӗрех юлчӗ. Манӑн, чӑнах та, каяссисӗр пуҫне урӑх нимӗн те юлман. Ача амӑшӗ мӑкӑртата пуҫларӗ: — Мана хӗрача чухнех мӑнастире панӑ. Анчах кайран эпӗ качча тухрӑм. Эсӗ ӑна качча илес ҫук вӗт? Хурт библиотека тавра вӗҫсе ҫаврӑнчӗ, кашни кӗтесрех пулса курчӗ. Кунта вӑл килӗнче, хӑй вӗллинчи пекех туйрӗ пулас. Ҫуначӗсене силлесе тата юрланӑ пек сӗрлесе, вӑл пӗр шкап патӗнчен теприн патне вӗҫсе, вулама пӗлнӗ пек, кӗнеке хупписем ҫине пӑхкаласа илчӗ. — Юлташсем аса илнӗ, ярса панӑ авӑ… Ҫак кӑмӑллӑ ҫын маншӑн, хура ӳтлӗ ҫын пек ӗҫлерӗ. Пӗтӗмпе каласан Бристольри кашни ҫынах мана пулӑшма тӑрӑшрӗҫ; эпир хамӑр мула илме каясси ҫинчен систерни ҫеҫ кирлӗ»… Калама кирлӗ: пысӑкланнӑ усрав ачасемшӗн шкул режимӗн ҫирӗплӗхне кӑшт ҫемҫетеҫҫӗ. Хӗрачасемпе пирӗн хушшӑмӑрта та темле курӑнми сӑрт ӳссе ларчӗ; вӗсен те, пирӗн те вӑрттӑнлӑхсем пур ӗнтӗ; вӗсем пирӗн умра вӑрӑмланнӑҫемӗн вӑрӑмланса пыракан юбкисемпе, эпир штрипкӑллӑ шӑлаварсемпе мухтаннӑн туйӑнать. Малтан эс ҫынна лайӑххӑн сӑна, пӗлсе ҫит, усӑ пама пултарать-и вӑл, ҫук-и? Лукашка урама тухнӑ вӑхӑтра тӗттӗмленсе ҫитнӗччӗ ӗнтӗ. Тӗрлӗ япаласем тӗлӗшӗпе пулакан тавлашусем пирки, сӑмахран, — ӳт-тир ҫӑкӑр пулма, е ҫӑкӑр ӳт-тир пулма пултарать-и, мӗн авантарах: патак таткине чуптуни е ҫав патак таткине ҫунакан вутта пӑрахни, ҫыннӑн ҫири тумтирӗ мӗнле: хура, шурӑ, хӗрлӗ е тата кӑвак тӗслӗ пулмалла-и, — ҫак ыйтусем пирки пулнӑ тавлашусем тӗлӗшӗпе нумай миллион ҫын пӗтнӗ. Ӑна, тусӑма, тата хама хам, тата Программӑна епле пӑсам? Лозневой килхуҫи патне килсе ҫитрӗ. Эпӗ сана, чунӑм, хӗрхеннипе вӑратма та шутламарӑм; эсӗ ним чухлӗ те ҫывӑрман-ҫке-ха… Ҫутӑласса кӗтмелли ҫеҫ юлчӗ. — Ну, пӑртак лар ӗнтӗ, тата кӑшт выля-ха. Ҫавсем ӗнтӗ, ҫавсем, тупӑках кӗртсе хурасшӑн вӗсем мана, — ялан вӗлерес пек хӑратаҫҫӗ! Вӑл хӑй сасартӑк Попова патнелле туртӑнма тытӑнни унӑн ӑшӗнче хӑйӗн савнӑ арӑмне хуҫса, тӗксӗмлетсе хунине, ҫав хӗрарӑма ахаль ҫынсен ретне пырса тӑратнине вӑл ҫав сехетрех курнӑ. Ҫавӑн пек пулнӑ пулӗ те. Ҫак паллӑ учрежденире темӗн чухлӗ тӗлӗнмелле япаласем пухса хунӑ: вӗсене сӑнаса пӑхсан, чулран тунӑ чи авалхи ӗҫхатӗрӗсемпе, кубкӑсемпе тата илемлӗ япаласемпе пӗтӗм ҫӗршывӑн ӗлӗкхи историне чухласа пӗлме пулать. Ҫав музейӑн директорӗ, ученӑй профессор Томсон, Гамбургри консулӑн тусӗ пулнӑ. Виҫҫӗшӗ вӗсем аттене ҫырмара сыхласа тӑрса тытнӑ… Турӑ каҫартӑрах, мӗн тери хӗненӗ вӗсем ӑна! Ҫав тери пысӑк ӗҫ тумалла, вӗсем пур, пурӑнаҫҫӗ пӗр йӑвари икӗ хаяр йытӑ пек. — Воздух!.. — Эсир мана ватӑ ухмах терӗр-и? Эсир походра пулас пулсан, пирӗн сотньӑра ыйтӑр Широкий Лукашкӑна. Пӳртсем ҫинчи юр та таса мар, ӑна хӑмӑр пылчӑклӑ лӑймака сырса илнӗччӗ. — Алла вӗрентнисем, — татса-татса тавӑрчӗ вӑл, хӑй ман еннелле куҫ хӳрине те сиктермерӗ. — Мӗн каласан та, эпӗ… сире юрататӑпах… — Вӑл йывӑррӑн хашлатса илнӗ. Кӑшкӑрнӑ сасӑ ҫаплах илтӗнсе тӑчӗ, тепӗр минутранах эпӗ тӗтре ӑшӗнче тӗтӗм юписем пек курӑнакан шултра йывӑҫлӑ чӑнкӑ ҫыран ҫывӑхне пырса тухрӑм; анчах вӑйлӑ шыв юххи манӑн сулла сулахаялла пӑрса ячӗ те малалла, тункатасем хушшинелле, илсе кайрӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӑл художник майлӑ пулса каланӑ сӑмахсем питӗ ӗнентерӳллех пулмарӗҫ: чи малтанах, ҫынна хавхалану кирлӗ! тесе ҫирӗплетрӗ вӑл. Мӗскӗн полковник хӑйӗн пӑхӑнман арестантне калама ҫук пысӑк асапсемпе хӑратрӗ, анчах юлашкинчен нимӗн тума аптранипе, Джеймс Бертон пек: пачах ӑсран тухнӑ ҫынна мӗн ҫинчен те пулин каласа ӗнентерме вӑхӑта та сая ямалла мар, нервӑсене те пӑсмалла мар, терӗ. Ку сӑмахсем вара тип йывӑҫ ҫине ӳкекен вут-ҫулӑмӗ пекех пулнӑ. Эсир, пӗлетӗп, кирек мӗнле пулсан та, хӑвӑр ӑшри туйӑма, вӑл хуть те мӗнле вӑйлӑ тата таса пулсан та, малтан каласа парас ҫук… — Хытах амантрӗҫ-и, а? Челкаш ахӑлтатса кулса ячӗ. Анчах кам-кама ҫӑлать-ха? Таука Талькава, е Талькав Таукӑна? Вӗсен шухӑшӗсем ҫак ыйтупа ҫеҫ уйӑрӑлса кайрӗҫ. — Исая кам вӗлернине илтмен-и? — ыйтрӗ вӑл Павелран, пӳлӗм тӑрӑх кӗмсӗрккен уткаласа. Кӑвакарса кайнӑ хулӑн тутисем ҫинче асап палӑрать. Пурте ҫак ҫын ҫав тери хӑвӑрт самӑрла пуҫланине асӑрхарӗҫ. Эпӗ ӑна Замлын енчен пӳлсе илӗп. Унӑн машини ҫинче сывлӑшри ҫӗнтерӳсене кӑтартакан паллӑсем те пӗрре кӑна мар пулӗ-ха. Хальхи вӑхӑтра мӗнле те пулин учрежденире ӗҫлетӗр-и е алӑсталӑх ӗҫӗпе чӑрманатӑр? — Асӑрхарӑм ҫав! Ав, ҫанталӑк мӗнле шӑрӑх тӑрать, — терӗ вӑл, кӗпер ҫаннипе питне шӑлса. — Тепри — хӗп-хӗрлӗ ҫӳҫлӗ… Унта темӗн те пӗр хурласа пӗтернӗ, Юрдан бай, ухмахсем те ҫавӑн пеккисене шухӑшласа кӑлараймаҫҫӗ пуль. Вырӑссем ӑна, капкӑнӑн икӗ пӗкечи пек, икӗ енчен пырса ҫаптарчӗҫ. — Вӑл ачасем — пирӗн заложниксем. Турӑш тӑррине утмӑл турат чечек ҫыххипе вирӗм кунӗ илсе килнӗ хӑва турачӗ тирсе хунӑ. Кӗленчере тупнӑ документ кӑтартнисене экспедици хытӑ пӑхӑнса ҫӳремен-им вара? Астӑватӑр-и, Афанасий Кириллыч? Ҫитменнине тата маориецсем персе тӑнӑ вӑхӑтрах вӗсем чугун ҫулсем те хываҫҫӗ. Уйӑхпа танлаштарсан, Венера Хӗвеле чылай ҫывӑхрах. Ҫавӑнпа, Венерӑн атмосфери пулман пулсан, ун ҫинчи кунпа каҫ хушши температури чылай ытларах пулӗччӗ. Лётчик шӑнкӑрава ярса тытрӗ те, ӑна ҫав тери хытӑ силлеме тытӑнчӗ. Никам та суймарӗ, мӗншӗн тесен Кораблев ҫинчен таса тӗрӗслӗхе каласси кансӗр ӗҫ мар — вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсенчен те тӗрессинчен урӑх нимӗн те ыйтман. Ҫук, ҫук, ку вӑл ытла та чамасӑр йӑла! Ку Конго иккенни пирки ним иккӗленӳ те юлмарӗ пулин те, анчах Самюэль Вернон хӑварнӑ хутра кӑтартнӑ тӑрӑх, шыв пырӗ кунтан 120 мильӑра, тата, инкеке, кунтан шывпа кайма ҫук. Шыв хӗрринчи тайлӑк вырӑн тӑрӑх Ефим кӗтӳҫ кӗтӳ хӑваласа анать. — Айтӑр-ха кладовойне те кӗрсе пӑхар. Ӑна хирӗҫ чӗнмерӗҫ. Вӗсем халӗ, вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн, пурӑнма чылай ҫӑмӑл пуласси ҫинчен, кӗркунне еннелле ҫӗнӗ тумтирсем ҫинчен шухӑшласа пӑхма май пурри ҫинчен тата хӑйсен колхозӗнче те, «Первомайскинчи» пек, ҫӗвӗҫӗ пулсан аван пулмалли ҫинчен калаҫма пуҫларӗҫ. Кунта куҫлӑх илейрес ҫук, кирлӗ ҫӗре кӗрсе ӳкмерӗм, тесе шутлатӑп. Тимӗр вӑл — машина! Калаҫӑва хутшӑннӑ Панталеоне пӗтӗм чун-чӗрипе художник майлӑ пулчӗ (хуҫисем ӑна, вӑл вӗсен тахҫанхи тарҫи тата ватӑ ҫын пулнӑ пирки, хӑйсем пур чухне те тенкел ҫинче ларма ирӗк панӑ; тепӗр тесен, Итали ҫыннисем хӑйсене тыткалас йӗрке енчен пит хытах мар вӗсем). Тӗттӗмччӗ пулин те, вӑл Гайнан хӑйӗн хӑнӑхнӑ йӑлипе пӗр вырӑнта ташласа-тӑпӑртатса илнине туйрӗ. Апла пулсан, ӗҫсӗрех ярӑнса ҫӳре, анчах тырӑ илеймӗн. Эпӗ савӑш уйӑхӗ тӑвас тесе мӗн чухлӗ тӑрӑшмарӑм пуль, манӑн пурпӗрех нимӗн те тухмарӗ. — Мӗншӗн? Стариксенчен нумайӑшӗ тырӑ акма, сухалама, сӳрелеме кӑмӑлтанах килӗшрӗҫ. — Епле час ӑнкӑртса илетӗн эсӗ, пичче! — тӗлӗннипе кӑшкӑрсах ячӗ те Федоткӑ Давыдов пӳрнине аллинчен вӗҫертрӗ. Депора юсакан траншейӑн пӗрремӗш ӗретӗнче паровоз тӑрать, ӑна ҫӑмӑл ремонтсем тӑвакан бригада юсать. Пирӗн шкулта «Принцесса Турандот» ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ, лартса та пӑхасшӑнччӗ ӑна. Гришка Фабер ҫак пьесӑри арҫын ролӗсене юри ятне пекех ун валлиех ҫырнӑ пулӗ тесе ӗнентеретчӗ. Инсаров ҫийӗнчех чӗнмерӗ. — Вӑй ятсӑр япая мар, вӑй ман арҫын ача. Каҫхине хохол тухса кайрӗ, амӑшӗ лампа ҫутса чӳрече умне чӑлха ҫыхма ларчӗ. «Хӑй» сӑмаха каланӑ чух Романенко куҫхаршийӗсене ҫав тери ҫӳле ҫӗклентерчӗ, вӑл кама асра тытса каланине Воропаев ҫавӑнтах ӑнланса илчӗ. Юратнӑ ҫынпа ют хулара, палламан ҫынсем хушшинче ҫӳреме темле уйрӑммӑнах кӑмӑллӑ: пурте лайӑх та ыттисенчен палӑрса тӑнӑ пек туйӑнать, пурне те ырлӑх, килӗшӳ тата хӑвӑнни пек телей сунатӑн. Санин унпа юнашар, тӗлме-тӗл пулчӗ. Ҫӗнӗ Зеландире вӑхӑтлӑха тара кӗрӗшме хатӗр тӑракан, хӑйсен карапӗсем ҫинчен тарнӑ, тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ӗҫсӗр матроссем ытлӑн-ҫитлӗнех пулнӑ. 2. Хронометр журналӗн копине яратӑп. Ӗнер каҫхине уҫӑлса тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн пичче хӑй илнӗ пулмалла. Вӑл хӑйне хӑй ҫӑралакан тӗтре ӑшӗнче ишсе пынӑ пек туйрӗ. Каллех ӗлӗкхилле, камӑн кӳлмелли пур, ҫаплах плуг хыҫҫӑн ҫӳре. Хамӑрӑннисем патне час ҫитетпӗр пулсан, мӗн хӗрхенмелли ӑна? Кулӑшла. Весовщиков пуҫӗпе сулса илчӗ те ним кӳренмесӗр кулса ячӗ: — Ну, халӗ манӑн пуҫ ӗлӗкхи пекех пушӑ мар. Николай Антонычӑн искусство еннелле туртӑм та пур. — Том, кала мана, каҫаратӑп те, — терӗ сквайр. — О савнӑҫ, о пурнӑҫӑн чи капӑр, чи чаплӑ илемӗ! Туман мӗскӗн ывӑлӗ, усалшӑн мӗлке пулса тӑр. «Ман ятпа тата мӗнпур запорожецсен ячӗпе епископа ҫапла калӑр» тенӗ ҫав монахсене кошевой: «вӑл нимӗн те ан хӑратӑр: халлӗхе козаксем вут чӗртсе чӗлӗм ҫеҫ тивретеҫҫӗ-ха». Хӗрӗн хитре те ҫеп-ҫемҫе ӳтне вӑл пайӑн-пайӑн сапаланӑ пулӗччӗ. Гусев подъездсенчен пӗрин бронза алӑкне тӑпӑлтарса кӑларма, ӑна вӗренпе ҫавӑрса ҫыхма хушрӗ. Унтан ачана пичӗпе анакан хӗвел еннелле тытнӑ та каланӑ: — О, пурне те пултаракан Хӗвел, тата эсӗ, тӗнчене тунӑ Нап-и (старик)! Том хавассӑнах килешрӗ. — Эпӗ тупрӑм вӗсене, илсе килтӗм. Лайӑх вет, э? Начар тӳрлетнӗ пирки, суран вӑхӑтран вӑхӑта пит вӑйлӑ шыҫса, ӑна ҫав тери пысӑк асап кӳрет. — Питӗ хӑрушӑ-и ун чирӗ? Ывӑл ҫураласса чуна ыраттарса кӗтнӗрен, Игнат хӗрӗсем вилнишӗн хуйхӑрсах кайман — вӗсем ӑна кирлӗ пулман. Хӑй патӗнче каютӑра вӑл мана сӑран переплетлӑ кӗнеке тыттарать те койка ҫине, ледник стени ҫумне выртать. Танксем валли горючи тата боеприпассемпе запаслӑ пайсене вӑл нумаях пулмасть пулса иртнӗ ҫапӑҫу хирӗсенче тупнӑ. Анчах ку карчӑка унӑн ҫапах та вӗрентес килнӗ — ахаль кӑна, йӗркене пӗлтӗр тесе, пурнӑҫри пӗр правилӑна асра тытса: юлашки сӑмаха ялан унӑн, Лушкӑн, каламалла. — Откупсем енӗпе-и? — ыйтрӗ Аркадий ытлашшиех йӗрӗнсе. — Сирӗн, господа, чӳречесем ҫине хӑвӑрӑн наци ялавне ҫакса хурасчӗ! Корчагин ӑна юратмасть. «Ҫук, — терӗ вӑл, — хуҫа яма хушмасть». Йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхса, пӗр секунда итлесе тӑрсан, Кольхаун хӑй ӗҫне тытӑнать. Штабс-капитан Михайлова ку ҫынсемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳреме ҫав тери аван ӗнтӗ, ҫакна пула вӑл Т. хуларан илнӗ чун пек ҫывӑх ҫыру ҫинчен те, бастиона кайма тӳр килнӗ пирки капланса килнӗ хӑрушла шухӑшӗсене те, пуринчен ытла тата, хӑйӗн 7 сехетре килте пулма кирлине те манса кайрӗ. Лешӗ вара ҫавӑнтах, Томпа ун юлташӗсем ҫине кӑтартса, Уэлдон миссисран:— Ку негрсем сирӗн чурасем-и? — тесе ыйтрӗ. Ҫак самантра икӗ тус утса пыракан сукмак ҫинче ҫап-ҫамрӑк хӗр курӑнса кайрӗ; вӑл сарлака улӑм шлепке тӑхӑннӑ, хулпуҫҫие ҫине кӗрен зонтик хунӑ. — Ҫук, эпӗ ӑна каларӑм, ӑна мӗншӗн каланине эпӗ халех калатӑп сире… — асаплӑ та шанӑҫсӑр хусканупа (нимӗн пытармасӑр ӳкӗнни те ҫав хусканӑва ҫитеймен пулӗччӗ) вӑл аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ те, сулланса, аран-аран ҫапла каларӗ: — Ачана, ачана ӑҫта хурӑн! Маориецсен ҫулпуҫӗ хӑйӗн аллине тыткӑна лекнӗ ҫын ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ. Кая юлса вӑраннӑ пулсан, эпӗ Куприяновнӑпа юнашар ҫывӑрнине, вӑл, ылханлӑ чун, мана хӑй аллипе ыталанине хӗрарӑмсем курнӑ пулсан?.. Хутортан пӗр ултӑ ҫухрӑмри Ӑман ҫырми хӗрне ҫитиччен Ҫӑрттан мучи лашисене уттарса, тутлӑн тӗлӗрсе, пуҫӗпе сӗнке-сӗнке пычӗ, юлашкинчен вара, кӑнтӑрлахи шӑрӑх питӗ пусса ҫитернипе, урапа ҫинчен чутах персе анмарӗ. — Е чиркӳ умӗнче тӑракан кӗлмӗҫле, — тетчӗ кутӑн хӗрарӑмӗ парӑнмасӑр. Кунтан пӗрмай тӑвалла хӑпармалла. Суккӑр хӑйӗн флейтине кӑларчӗ те ытарма ҫук чаплӑ кӗвӗ шӑратса ячӗ. Лось ӑна ҫӗкленме, ҫӳлти шӑтӑксенчен сӑнама хушрӗ. Карета яп-яка шоссепе шакӑртатса пынӑ хушӑра Санин Джемма хӑйне каччипе мӗнле тыткаланине вӑрттӑн сӑнаса пычӗ: вӑл вӗсем иккӗшӗ пӗрле пулнине пӗрремӗш хут курать-ха. Калама юрать-и, ССР Союзӗнчи рабочи клас ҫак хӑйне ирӗке кӑлармалли условисене пурнӑҫа кӗртсе ҫитерчӗ ӗнтӗ тесе? — Вулас пулать, вӗренес пулать, — ҫирӗплетсех канаш панӑ Люба, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳресе. Ҫакӑ — тротуар ҫинче сасартӑк сарлакан та тикӗсмаррӑн утма пикеннӗ сывлӑхлӑ та тискер йӗкӗтӗн халсӑрлӑхӗнче, темӗнле, чуна тарӑннӑн кайса тивекен япала пулнӑ. Халь кӑмака ҫине хӑпарса выртӑр, эпир аннепе иксӗмӗр чӑланта ҫывӑратпӑр. Ушкӑн хыҫнерех кӑна пусӑрӑнчӑклӑн калаҫни илтӗнчӗ. Игнат, кресло ҫурӑмӗ ҫине сулӑнса кайса, тата хытӑрах ахӑлтатса янӑ. — Эпир лоцмана тӗл пулмасан? — ыйту ҫине ыйту пачӗ Уэлдон миссис, тӗрлӗ ӑнсӑртлӑха Дик мӗнле хатӗрленнине пӗлес тесе. Вӑл, минутранах иклетсе, пӗтӗмпех таткаланчӑк, хуҫкаланчӑк сӑмахсем хушшинчен пӗрре хӑрушшӑн чашкӑрса, тепре пыр тӗпӗпе кӑшкӑрса юрӑ ӗнӗрешет. — Мӗнле ҫухалчӗ? — тӗлӗнчӗ Елена.. Тӗме курсанах, сиктерсе каятчӗ. Икӗ тус пӗр кӗтесе хӗсӗнсе иртнӗ кунсенче Клисурӑпа Бяла Черквара пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен пӗр-пӗрне тӗплӗн каласа пама тытӑнчӗҫ. Шикленсе ӳкнӗ Яков Лукич тул ҫутӑласпа татах пӗчӗк пӳлӗм алӑкӗ патне пырса тӑчӗ, каллех ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗ ҫумне хӑлхине тытрӗ: Половцев пӑшӑлтатса кӗлӗ калать, эхлете-эхлете чӗркуҫленсе ларать те пуҫне тайсах пуҫҫалать. Аялалла антӑмӑр та шинельсене тӑхӑнтӑмӑр, вара пирӗн хыҫа ҫутӑ та ӑшӑ, пӑртак ӳсӗртекен тӗнче тӑрса юлчӗ, малта вакса пек хура, хисеп тума юратман ҫурҫӗр ҫилӗпе ахӑрашакан Норд тӗнчи. Олеся хыҫҫӑн тытса чармалла мар чупса каяс, ӑна хуса ҫитсе йӑлӑнас, тархаслас, кирлӗ пулсан, вӑл чиркӗве кайса ан ҫӳретӗр тесе, хыттӑн хистесех калас килчӗ манӑн. — Кун пек тӑрлавсӑр ҫӳревре нихҫан та пулманччӗ, — ӳпкелешсе каланӑ Званцев хӑйӗн кӳршине. Акӑ ӗнтӗ кӑвакарчӑнсем калла, шулап ҫине, вӗҫсе аннӑ; вӗҫсе ӗшеннӗскерсем, каллех ҫӳлӗке кӗрсе кайнӑ. Эпӗ Аристотеле Скотпа тата Рамуспа паллаштарасшӑнччӗ. — Мӗн эсир аманнӑ чӗрӗрпе пире йӳтететӗр? Пур енчен те ун ҫинелле сухаллӑ ҫынсем пӑхса лараҫҫӗ, тискер кайӑкла сӑн-питсем ҫинче ача куҫӗ пек куҫсем лараҫҫӗ, тискер кайӑкла сӑн-питсем ҫинче ача куҫӗ пек куҫсем те шухӑша кайнӑ евӗр те мӑльт-мӑльт туса пӑхаҫҫӗ; хушӑран хӑшӗ те пулин йывӑррӑн сывласа илет, ҫавӑ вара юррӑн ҫӗнтерсе илекен вӑйне пит те аван кӑтартса парать. Пӗр ҫухрӑм ҫултӑмӑр, пӗр пус кӑна илтӗмӗр. Йывӑҫ ҫулҫисем ҫинче, хӑмӑш витнӗ ҫуртсемпе сарайсен тӑрринче, пур ҫӗрте те, сапса янӑ шӑрҫа пек, курӑка пусарса, кӑнтӑрлаччен тӑхлан пек йывӑр, лӑм сывлӑм выртать. — Килӗшмест-и? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ хӗр, амӑшӗ ӑна алӑк уҫса кӗртсен. Ҫар тумӗ тӑхӑннӑ, тулли хӗрлӗ питлӗ хӗр, стена ҫумне тайӑнтарнӑ пусма ҫинче Совинформоюро сводкиллӗ хаҫат тытса тӑрса, карта ҫинчи фронт линине кӑтартакан шнурока куҫарса булавкӑсемпе тирнӗ. Питӗ аван. Эпӗ йӑлтах урӑхла ҫавӑрса хурӑп та, вӗсен енче нимӗнле ҫӑмӑллӑх та пулмӗ. Халӗ ӗнтӗ ӑна Иван Иваныч мар, такам урӑххи кӑшкӑрнӑ пек туйӑннӑ. Тата темшӗн пӗчӗк сарайра сысна хрюклатнӑ. Эсӗ халь маншӑн ху пурнӑҫна та хӗрхенмелле мар. Риварес мана ҫапла каларӗ: восстани ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн кулмалли ҫеҫ юлать, ҫавӑнпа та Парижа кайсан лайӑхрах пулӗ, терӗ. Тарас Бульба чарӑнса ун ҫине киленсех пӑхса тӑмасӑр пултараймарӗ. Сирӗнсӗр те аптӑрамӑпӑр, — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл пуху енне пӑхса, — тархасламӑпӑр, мӗне кирлӗ пире сирӗн пеккисем! Эс вилӗ пулатӑн вӗт, — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн, — сана эпӗ вӗлернине никам та пӗлес ҫук. Вӑл сулкаланса кӑмака патне утса ҫитрӗ, ӑшӗ хӑрушла пӑтранса килчӗ, пӗтӗм ӑшчикки асаплӑн таврӑнса тухнӑ пекех, хӑсма тытӑнчӗ. Индеецсем колонистсем ҫине кӗретех вӑрҫӑпа пынӑ-и, е лӑпланнӑрах вӑхӑт пулнӑ-и, — пурпӗрех вӗсем ҫинчен калаҫнӑ. Юрату мӗнне ӗненекенсем вилмеҫҫӗ». Амӑшӗ ачашшӑн мар, ирӗксӗррӗн, темӗнле шухӑша кайса калать. Динго ирӗксӗртен пӑхӑнчӗ те, майӗпен хӑрлатса, Дик патне таврӑнчӗ. Каҫхи апат хатӗрлесе ҫитериччен Гленарванпа Паганель тата катапац уҫӑлса ҫӳреме тухрӗҫ. Пӗр кивелнӗ чиркӳпе францисканецсен питӗ начар ӑсталӑхпа тунӑ ҫӗмрӗк монастырьне шута илмесен, хулара пӗчӗкҫӗ те улӑм витнӗ пӳртсем кӑна лараҫҫӗ. Гленарван хӑйне интереслентерекен ыйтусемпе мӗн те пулсан кирлине илтесшӗн, анчах усси нимӗн те пулмарӗ. Паганель ним тума пӗлмест: туземецсем вӑл каланӑ сӑмахсене пӗрне те ӑнланмаҫҫӗ; вӗсем пурте Магеллан проливне ҫитичченех сарӑлнӑ арауканецсен чӗлхипе ҫеҫ калаҫаҫҫӗ, ҫавӑнпа та кунти вырӑнсенче, калас пулать, еврейсен тахҫанхи чӗлхи пекех, Паганелӗн испанилле чӗлхи те усӑсӑр. — Костя ӑҫта-ши?» Ҫавӑнтах аллипе сарлакан сулса, вӑл сывлӑшра чышкипе юнаса илчӗ. Мӗн ыратать санӑн? Гусар ун аллисене чуптунӑ чух хӗр хулпуҫҫи урлӑ ман ҫине пӑхса тӑчӗ. Ҫав ҫӗршывсенче миллионшар ҫын пуп тавраш каланине пӗр шухӑшласа тӑмасӑр ӗненет, вӗсем мӗн хушнине пӑхӑнса итлет. Ҫакна Матрена Барская пит те кӑмӑлларӗ. — Ырӑ кӑмӑллӑскер! — пӑшӑлтатса илчӗ вӑл. Хӑйма ҫинчи йӑштӑркка чечек пекех-ҫке! Географӑн алли мар геометрӑн алли курӑнса тӑрать ҫав тӳрӗ кӗтессемпе линисем ҫинче. Унӑн, суя документпа усӑ курса, ют ятпа пурӑнмалла, шпионсенчен пытанса урӑхла тумтир тӑхӑнмалла, вулама чарнӑ кӗнекесене хуласем тӑрӑх пӑчӗ-пӑчӗпе илсе ҫӳремелле, ссылкӑна янӑ юлташсене тарма пулӑш-малла, вӗсене ют ҫӗршыва ӑсатмалла пулнӑ. Анчах шыв чанӗнчи сывлӑша насуссем уҫланипе ҫӗнелсех тӑрать, водолазсем ирӗклӗнех сывлаҫҫӗ, сывлӑшӗ пысӑк пусӑмлӑ камерӑра нумай тӑрсан кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне ытти майсӑрлӑхсене туймаҫҫӗ. Кӑнтӑрла Афанасий Крашокутовпа вӑкӑрсене хӳтерекенни пулса ӗҫлет, ҫӗрле пулсан вара, вӑл пурӑнакан хӗрлӗ будка патӗнче шуҫӑм киличченех балалайка тинкӗлтетет, икӗ ретлӗ хут купӑсӑн басӗсем ассӑн-ассӑн сывласа хашлатаҫҫӗ те аялти чӗлӗхсем ҫинҫен янӑрашаҫҫӗ, каччӑсемпе хӗрсем ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ; ҫак ытла та савӑнӑҫлӑ пӗтӗм вӑййа-кулла Лушка ертсе пырать. Франгов учитель, вӗри пуҫлӑ ҫын теме кирлӗ; Британи пӗтнӗ, ашшӗ те вилнӗ ӗнтӗ, кун пирки вӑл иккӗленсе тӑман. Сан ҫине, Тимофей, куҫпа пӑхсан — куҫ ыратать! Сасӑламан Тимофей Борщев, юлашкинчен, юри йӑвашлананҫи пулса, ҫапла каларӗ: — Эпӗ — влаҫшӑн-ҫке, мӗне кура ҫулӑхатӑр-ха ман ҫума? Лиза, хӑйӗн сӑмахӗсем Тоньӑн кӑмӑлне хускатса янипе савӑнса, малалла хӑй Викторпа хирӗҫни ҫинчен калама пуҫларӗ. — Питӗ те аван… Ӑнланатӑп сирӗн хуйхӑра, ҫамрӑк ҫын! — Фома аллине чӑмӑртаса каланӑ вӑл. Вӑл унта хурӑн, вӗрене, пилеш, ҫӗмӗрт лартса тултарнӑ ӗнтӗ; халӗ хӑйӑр ҫинче тарӑн шӑтӑксем алтать, вӗсене ҫӗрӗк тӑпри, шыв тӗпӗнчен кӑларнӑ пылчӑк, тӑм тултарать, — кусем улмуҫҫисемпе ҫырла йывӑҫҫисем валли пулаҫҫӗ. Тепӗр темиҫе минутранах коридорта лампочка ҫутӑлса кайрӗ, коридора ҫемҫе ҫутӑ ӳкрӗ. Каллех чӗнмесӗр пычӗҫ. Ҫынсемпе выльӑхсемшӗн ҫул йывӑр пулса тӑчӗ, хӑш-пӗр вырӑнсенче тата хӑрушӑ та пулчӗ. — Мӗн тӑвасшӑнччӗ вара эс? — хыттӑн ыйтнӑ хреснашшӗ. Мӗн япала? Ҫаксем ҫинчен вӑл ӗҫесси-ҫиесси пирки, ҫут тӗнче пирки манса кайса ӗҫленӗ вӑхӑтра шухӑшламасть, ҫак шухӑшсем ун пуҫне кистьсемпе сӑрӑсем илме укҫа пӗтсе ҫитсен, хуҫа хваттер укҫи ыйтма кунне вуншар хут килме тытӑнсан пырса кӗреҫҫӗ. — Куратӑр-и акӑ, аннӗр Клюбер г-на вӑл виҫӗмкун питех паттӑр пулманшӑнах эсир качча тухмастӑр тени… Халсӑрлӑхне пула тата хавасланнипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, чӗри хыттӑн тапрӗ. Шӑк-шак тӑваканӗ — Мухортый, вӑл урипе ҫуна ҫумне икӗ хут шӑк-шак! тутарса илнӗ. — Тӳпе ывӑлӗ, — терӗ вӑл ачашшӑн та шӑппӑн, — ывӑлӑм, юратӑвӑм… Халь артиллери пӗр енче кӑна мар ӗнтӗ. — Ӑҫтан тупрӑр эсир ку хута? Унта буржуйсем рабочи халӑха хӗн-хур кӑтартаҫҫӗ, хӗрлӗ китаецсене ним юлми пӗтерсе пыраҫҫӗ, хура ӳтлисене вӗлереҫҫӗ, эсӗ пур кунта тӑшмансене ачашласа ларатӑн! — Мӗн хирӗлетӗр вара? — тӗлӗннӗ Фома. Опанас Ивановичӑн хӑйӗн те кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайрӗ те хӗре тепӗр хут чуптурӗ. Вара сана хӑвӑн сӑмахусемшӗн намӑс пулӗ…» Ҫавӑн пирки нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, — тесе хучӗ пичче хавхаланса кайса. Каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ, ҫул ҫинче те, каннӑ чухне те тыткӑна лекнисене ҫав тери хытӑ сыхлаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн Ромашка та. Яхтӑн мӗнпур экипажӗ палуба ҫинче ҫамрӑк капитанӑн кашни сӑмахне пурнӑҫлама хатӗрленсе тӑрать. Лятьевский хурланса кӑшкӑрчӗ: — Турӑҫӑм, ӑс-тӑн епле чухӑнланнӑ! — Шел те ӗнтӗ, эпӗ сире нимле лӑпланмалли сӑмах та калама пултараймастӑп. Эпӗ ҫил ҫавӑрӑнать пулӗ тесе шутланӑччӗ. Тарҫӑ апат хатӗрри ҫинчен пырса пӗлтерчӗ. Вӗсем апат ҫиме таврӑнчӗҫ. — Ниҫта кайса кӗме ҫук, ҫавӑнпа килӗшетӗп. Санпа тус пулма та юрамасть, — вартаман чул! — тесе, саламлӑн йышӑнса илнӗ. — Кусем — колхоз панӑ ҫӑмартасем, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. Ыттисем пурте каҫхи апата кухньӑра ҫирӗҫ. Нимӗн те пулман, нимӗн те, нимӗн те… Кунта сенаторсем патӗнче явкаланса ҫӳрекен харампырсем те сахал мар. Вӗсене сенаторсем хӑйсемпе пӗрле апата хисепшӗн чӗнеҫҫӗ, лешсем вара сӗтел ҫинчи тата буфетсенчи кӗмӗл куркасене вӑрлама тытӑнаҫҫӗ; паян хисепре пулнӑ, тепӗр куннех мӗнле те пулин пан патне лавӑҫа кӗрӗшсе ларкӑч ҫине лараҫҫӗ. Пӑртакран кӳмерккесем хатӗр пулнӑ. — Эпӗ сана хӑтартӑм, — терӗ те вӑл, шухӑша кайса, сӑмсине нӑш туртса илчӗ, — эсӗ вилеттӗнччӗ, сана шӑпах ҫурӑмӑнтан тиветчӗ. Унӑн шуранка сӑн-пичӗпе ҫинҫешке кӗлетки курӑнса кайсанах вӑл ҫак ҫутӑ пӳлӗм алӑкӗнче сасартӑках чарӑнса тӑчӗ. Унтан вӑл алӑк янаххи урлӑ каҫрӗ те, хӑй тимсӗртерех ҫурма сӳрӗк сӑнлӑ пулин те васкасах фортепиано умне пырса тӑчӗ. Лӑпкӑ усадьба пурнӑҫӗнче музыка кулленхи япала кӑна пулин те, ҫавӑнпа пӗрлех вӑл пӗр ҫак килшӗн е ҫак килтисемшӗн ҫеҫ тивӗҫлӗ япала та пулса тӑнӑ. Пӗтӗм усадьба хӑнана килнӗ ҫамрӑксен калаҫӑвӗсемпе тата вӗсен юррисемпе тулса тӑнӑ кунсенче Петр пӗрре те фортепиано патне пымарӗ, унпа халь Ставрученкӑн аслӑ ывӑлӗ — профессиллӗ музыкант кӑна усӑ курать. Дон Сильвион тарҫи ӗнтӗ хӑйӗн пулас хуҫи шӑрчӑкланнине хӑнӑхса ҫитнӗ. Касса чӗнтӗрленӗ юман алӑк икӗ ҫутӑллӑ залалла уҫӑлать. Ун ҫине «МГ., ЛГ. тата ОГ. — Ӑна пирӗн Совет председателӗ ҫапла касма хушрӗ, премисем илсе хӑтланчӗ, анчах шӑна-пӑвансем асса кайсан акӑ, пӗтеҫҫӗ лашасем! — Алӑк патӗнче вӑл Варьӑран:— Хӑвпа пӗрле мӗнле те пулсан ӑшӑ тум илетӗн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Ӑна раскулачить тумалла-и? — Ха! Ача вӗрентӗр ӗнтӗ! — тенӗ ватӑ аслашшӗ. Анчах вӗрӳ-суру йӑли-йӗркисенче патша ӗҫкӗлӗхсӗр, каҫхи аскӑнлӑхсӑр, ясарлӑхсӑр, юна хутӑштарнисӗр те ҫынлӑха мӑшкӑллакан намӑсла ашкӑнусӑр пуҫне урӑх нимех те тупайман, вӗсен догмачӗсенче те суялӑхпа ултав ҫех курнӑ. Полина ытларах та ытларах ҫине тӑрса, нумай калаҫакан пулса пычӗ, Яков унӑн сӑмахӗсенче темле тавлашса ҫӗнтермелле мар япала пуррине туйса, ӑна лӑплантарчӗ: — Тӑхта пӑртак, лӑпланса вырнаҫтӑр ку, вара… Чирлӗ ҫынна ҫакӑн пек ҫанталӑкра кам тула кӑларать!? — Хамшӑн мар, саншӑн хӑратӑп эпӗ, кӑвакарчӑнӑм. О, повр анфан!.. Староста халӑх енне ҫаврӑнчӗ те: — Кам сӑмах чӗнчӗ унта? — тесе ыйтрӗ. — Луиза хӑвӑртрах чупса килет, эпӗ чупма пултараймастӑп, — тӑсрӗ старик сӑмахне, бантиклӑ ҫӳллӗ пушмак тӑхӑннӑ урисене пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗклесе, — эпӗ акӑ шыв илсе килтӗм. — Ҫапла, ҫапла, тырӑ! Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлатӑн та, сасартӑк пуҫра темле пружина татӑлать каять — ним те кирлӗ мар, пӗтӗм ӗҫ ҫине сурса хурас килет, крыша ҫине выртас та, ҫу каҫипех пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртас килет… Ромашка та алӑ пачӗ, Николай Антоныч президиумрисем ҫине пӑхса илчӗ те чи малтан гороно заведующине сывлӑх сунчӗ. Эпӗ хам тӗллӗн мар пурӑнатӑп, мана ертсе пыракан, манран вӑйлӑрах темле япала пур. Унта манӑн атте те, анне те пурӑннӑ. — Эсир ӑна телефонпа чӗнтерӗр, — канаш пачӗ паспортистка, — шӑпах ӗнер кӑна ун патне телефон кӗртрӗҫ-ха. Касса татнӑ алӑсем — тыткӑна лекнӗ хура ҫынсен аллисем. — Епле совет влаҫне шанмасӑр тӑма пултаратӑн-ха эсӗ? Ун чухне вӗсен, ну Шиллер-и, е Гёте-и пулнӑ унта… Ман шӑллӑм вара вӗсене уйрӑммӑнах килӗштерет… Вӑл та ҫавна пӗлет. Санин кӑшт шутласа пӑхрӗ. Лисицын, гранатӑпа ҫапма хатӗрленсе, пӗр аллине каялла ярса, тепӗр аллине маузер чӑмӑртаса:— Парӑн, атту вакласа тӑкатӑп! — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ярать, вӑл кӑшкӑрнипе чӳрече кантӑкӗсем чӗтренсе каяҫҫӗ. — Эпӗ хам та сире уншӑнах ӳкӗтлесе тӑрасшӑн мар, — тесе хучӗ Паганель, — айта, яра парӑр. — Э, ун пеккине пур ҫӗрте те тупма пулать! — Халӗ ӗнтӗ, — тет малалла пичче, — эсӗ ҫырса хунӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине вуласа ӑнланмашкӑн, эпӗ вӗсене хам та пӗлместӗп, кашни сӑмахранах йӗркипе, ҫӳлтен аялалла малтан чи пирвайхи саспаллисене, унтан иккӗмӗшӗсене, вара виҫҫӗмӗшӗсене тата ыттисене те илсе пӗрлештерсе вуласа тухмалла, — тет. Ҫанталӑк лӑпланнӑ, пӗлӗтсем саланнӑ, ун умӗнче хутлам-хутлам шур кӗҫҫе сарнӑ пек тӳрем ҫӗр сарӑлса выртнӑ. Стрелокпа радист темме хытӑ кулатчӗҫ, штурман вара, хӑйӗн шалпар шӑлаварӗпе ҫурҫӗр флочӗпех чапа тухнӑскер, шоферпа юнашар ларнӑччӗ те, чӗлӗм тӗтӗмне пикенсе вӗретчӗ. — Саня, Ледков юлташ пире сана илме ячӗ, — терӗ вӑл, эпӗ тухсан. — Лар та халех ун патне каятпӑр. Кукамай Соньӑна курма питӗ хавас пек туйӑнчӗ: ӑна хӑй патнерех чӗнсе илчӗ, унӑн ҫамки ҫине усӑнса аннӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркине тӳрлетрӗ те, куҫӗнчен тинкерсе пӑхса, ҫапла каларӗ: «Quelle charmante enfant». Эсӗ, амӑшӗ, кенекӳсене пар… Вӑл вӗсемпе чи чӗрене пырса перӗнекен сӑмахсемпе сывпуллашнӑ, ашшӗ-амӑшӗ ирӗкӗнчен тухнине ытла хытӑ юратнӑ пирки пулчӗ тенӗ; юлашкинчен вӑл: малашнехи пурӑнӑҫра чи телейлӗ самант — вӑл манӑн хаклӑ атте-аннем мана хӑйсене ӳксе пуҫҫапма ирӗк панӑ кун пулӗ тесе шутлӑп, тесе пӗлтернӗ. Пӳртре тӗттӗм. Виҫӗ тӗрмеҫӗ ҫуртран сиксе те тухнӑ. Ыран иксӗмӗр комсомол ячӗпе воззвани ҫырӑпӑр та пичетлесе кӑларӑпӑр. — Ахалех… Петӗрӗ сухалӗ витӗр калать: — Авӑ тухатмӑшсем те начар пурӑнмаҫҫӗ, тӗрлӗрен турра ӗненмен ҫынсем… Пиччӗшӗ кошелекне кӑларчӗ те кӑштах чӗтӗрекен пӳрнисемпе ун ӑшӗнчен икӗ 10 тенкӗлӗх тата тепӗр 3 тенкӗлӗх хут укҫа кӑларчӗ. Правилӑсем тӑрӑх илсен, ун пек чух пирӗн хӑвӑртрах тармалла ӗнтӗ. — Халех Макарушкана калама каяп. — Грант капитан Ҫӗнӗ Зеландине кайма хатӗрленетчӗ. Вӑрманта ҫил-тӑвӑл тухман-ши? — Каҫарӑр, — терӗ Ромашов тепӗр хут, — Унта эпӗ ним начаррине те туман. Мӗн тери сайра килекен хӑнасем, мӗн тери сайра хӑнасем, Христофор аттене вара эпӗ пӗр пилӗк ҫул та курман пуль. — Анчах, де-Цанини синьор, ҫакна ыйтма ирӗк парӑр: эсир пӗр-пӗринпе перкелешни пӗр хӗрӗн ырӑ ятне вараламасть-и? Форт лӑпах вӗсен ҫулӗ ҫинче, унтан вара вӗсен ҫитмелли вырӑнӗ те инҫе мар. Эсӗ Сент-Обен вӑрманне кӗретӗн. — Сӑмах та ҫук, — терӗ Мак-Набс. «Мӗншӗн тесен эпӗ санран ыйтса пӗлесшӗнччӗ, чӑн калаҫҫӗ-ши?..» Джеммӑн ӗлӗкхи, шкулта вӗренне тусӗсем Флоренцирех пурӑннӑ, ҫавӑнпа та кирлӗрех ҫырусене, полици тытса илесрен сыхланса, вӗсен адресӗпе янӑ. Тула ҫынни пулнӑ. Кӑвак пӗлӗчӗ ҫав хушӑра хура тӑхлан пек кӑвак тӗслӗ пулса кайнӑ, ҫавӑн пек ҫутӑпа вара кипариса курма пулман. — Чӑнах та ҫапла, — тесе ҫирӗплетрӗ Джон. Марьянка кӗрен кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ, — казачкӑсем килхушшинче яланах ҫапла ҫӳреҫҫӗ, — вӑл алӑк умӗнчен хӑраса сиксе пӑрӑнчӗ те, стена ҫумне тӗршӗнсе тӑрса, пичӗн аял пайне тутарла кӗпин шалпар ҫаннипе хупларӗ. — «Кӑтарт-ха эсӗ ӑна мана, кинемей», — тет. «Пӗрре» паллӑ Ҫулталӑк хушши траур тытса пурӑннӑ хыҫҫӑн кукамай хуйхӑрма пӑрахнӑ пек пулчӗ, сайра хутра хӑнасене, уйрӑмах пирӗнпе тантӑшлисене — арҫын ачасене те, хӗрачасене те йышӑнма пуҫларӗ. Вӑл вара ҫаратса янӑ, шӑртлӑ, таса мар пуҫ патне шӑппӑн пӗкӗрӗлчӗ те:— Ман тӑванӑм! — пӑшӑлтатрӗ аран илтӗнмелле. Ӑна савӑнӑҫлӑрах та пулса кайрӗ. Вӗсем паян Давыдовпа пуху пуҫланиччен пӗр сехет маларах тӗл пуласси ҫинчен ирхинех калаҫса татӑлнӑччӗ. — Ун пеккине тек ҫисе курӑпӑр-ши ӗнтӗ, пӗлместӗп, — терӗ Осип Михайлович, хурӑн туйине хӑйӗн хуҫланман сылтӑм ури ҫумне хурса. Чылай вӑхӑт хушши вӑл пӗр хускалмасӑр выртрӗ, хӑвасла хӗвелӗ ун ҫине хӑйӗн пайӑркисене тӑкса, унӑн таткаланса пӗтнӗ кӗлеткине тӗлӗнмелле ӑшӑпа тӑрантарчӗ. Сире Алёша тесе чӗнме юрать-и? Тӳпе шӑхӑрма та улама пуҫларӗ, танксем ҫывхарнӑ тӗлте вара, хытӑ кӗмсӗртетнипе, пӗтӗм уй-хир чӗтренсе те кисренсе илчӗ. Анчах Артур пӗр татӑк ҫӑкӑрсӑр пуҫне урӑх нимӗн те илмерӗ, вара тарҫӑ, Гиббонс пиччӗшӗн ачи, подноса тытса пӳлӗмрен тухса кайнӑ чухне кӑмӑллӑн йӑл кулса илчӗ. 3. Ҫак Г. летчиках ҫав майпа доклад тӑвасшӑн хӗрӗнет, хӑйӗн элекне наукӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ темешкӗн те хӑять пулмалла. Вӗсенчен хӑшӗ ҫиеле тухӗ? Аркадий Павлыч, килте ҫитӗнтернӗ Карем ӳкнине курсанах, чӑннипех хӑраса ӳкрӗ те, ҫавӑнтах унӑн алли-урисем тӗрӗссипе тӗрӗс маррине ыйтса пӗлме хушрӗ. — Ак сана, пыр та кур, аппа патне кайнӑ чух ҫывӑраччӗ-ҫке. Ҫӑварне вӗри сысна ашӗ тултарса ҫапла калаҫса ларчӗ вӑл. Вӑл пиратсене шанчӑк парать, хӑйӗн салана пуҫланӑ авторитетне хӑпартать тата ҫав вӑхӑтрах хӑйне хӑй хавхалантарнӑ пек туйӑнчӗ. Кӑмӑл-туйӑмсен улшӑну саманчӗ Петршӑн пушшех те йывӑртарах килчӗ: «Ҫак тӗнчере мӗне кура пурӑнас?» текен ыйту ҫумне вӑл татах хушса хурать: «Уйрӑмах суккӑрӑн мӗне-кура пурӑнас?» Ку ман кӑмӑла каймарӗ. Вазуза ҫывӑхӗнчи ҫапӑҫу хирӗнче Костя пит йывӑр сехетсене чӑтса ирттернӗ. Учӗнӑйсем лайӑх ҫынсем пулчӗҫ. Эпӗ паян каҫ Сан-Лоренцӑна каятӑп, унта ҫӗнӗ тумтир тӑхӑнатӑп та, ҫавӑнтах малалла каятӑп. Мӗнле пӗлме пултарнӑ ун ҫинчен петлюровецсем? Вара вӑл хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухнӑ та, аллисемпе шартах ҫапса илсе, ҫапла каланӑ: — Святой Патрик! Анчах — пӗлетӗр-и эсир вӑл кам иккенне? Хӑйӑртан лайӑх ҫӗр тума пулать-и вара? Турӑ чӗрчунӗ петет, а эсир ухмахла савӑнатӑр, — терӗ те тимӗрҫӗ хаяррӑн, ҫунакан ҫивитти ҫине пусма сӗвентерсе, кушак патне улӑхрӗ. Ҫыранра ҫара йывӑҫсен хура тураттисем сулкаланса тӑраҫҫӗ, унта-кунта, шӑтӑк-путӑксенче, сӑртлӑ ҫыран ҫинчи тӗмӗсем айӗнче юр бархат татӑкӗсем пек выртать. Самолётсене хурӑн вӑрманӗ хӗррине илсе тухса, туратсемпе витсе, палӑрмалла мар туса лартрӗҫ. Эпир ҫиччӗн вӑл мироед патӗнче. — Ӗҫес килет! — мӗкӗрчӗ патша. Вӑл хохола куҫҫуль тухмаллах шеллерӗ, анчах ывӑлне хытӑрах хӗрхенчӗ. — Эсир хӑвӑр лайӑхрах пӗлнӗрен кулатӑр пулмалла, — терӗ мана профессор, вырӑсла япӑх калаҫса, — курӑпӑр. Пӑван та ним чӗнмесӗр пуҫне ҫӗклерӗ те Джеммӑн куҫҫулӗсем тухнине курчӗ. Вӑл Люкноуна пыракан ҫулпа кайсан, ӑна Мельбурна илсе пырать. Ох, 13! Аван мар хисеп. Эпӗ пӗр самантлӑха та иккӗленсе тӑмарӑм. «Дункан» — Британи флотӗнчи чи тӗреклӗ яхтӑсенчен пӗри, эпӗ ӑна хам алла ҫавӑрса илме шутларӑм. Штирборт ҫинелле тайӑлать пулсан та, ҫӑкне тӗрӗс вырнаҫтарнӑ «Пилигрим» мӗншӗн йӑванса кайма пултарайманнипе Дик ӑнлантарнӑ вӑхӑтра сасартӑк Джек, ун калаҫӑвне татса:— Мӗн ку?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Эпӗ штурман дневникӗсене шыраса тупса вуласа тухрӑм — ку ӗҫ ман кунҫулӑмра чи кансӗрри пулчӗ. Унтан эпӗ пирӗн парламент йӗрки ҫинчен каларӑм, вӑл икӗ палатӑран тӑрать, терӗм. Вӑл аллине вӑйпах туртса илчӗ, анчах кая пулчӗ: Павела мӑйран ярса та илчӗҫ. Анчах питӗ шел, вӑхӑтӑм сахал пулчӗ манӑн: мана вунӑ кунлӑха ҫеҫ кайма хушрӗҫ. Джо индееца ҫӗр айӗнчи шӑтӑка кӗмелли вырӑнтан инҫех мар алтса пытарчӗҫ. Ӑна пытармашкӑн таврари пур ялсемпе фермӑсенчен те халӑх ҫич ҫухрӑмранах пуҫтарӑнчӗ; пурте вӗсем кимӗсемпе, фургонсемпе пычӗҫ. Фермерсем хӑйсемпе пӗрле ачисене тата ҫимеллипе ӗҫмелли те илсе пычӗҫ, кайран вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Метиса пытарнине пӑхса, эпир ӑна ҫакса вӗлернине пӑхса киленес чухлех килентӗмӗр пулӗ», — терӗҫ. Зеб витерен тухнӑ та пӗлӗт ҫинелле пӑхнӑ. Кливерсене часрах хутлатса хурса палуба ҫине антартӑм. Анчах грота антарасси кунран та йывӑртарах. Анчах ҫавӑн пек сӗнӗве Гекпа Джо кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, Томӑн хӗпӗртени те ҫавӑнтах, нимӗнле сӑмахсӑрах сӳнсе ларчӗ. Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хӳтӑштарнинче…» Сӑмах татнӑ. Хӗрарӑм халӗ те ман ҫине тӗлӗнерех пӑхать. Эпӗ пӑлханма тытӑнтӑм. Апла пулсан, манӑн мӗнпур комсомол организацийӗ тухса каять, анчах эпӗ мӗн тӑвӑп? Эпӗ урӑх пӗр сӑмах та калаҫасшӑн пулмасӑр пӳлӗмрен тухрӑм. Ҫапах та император капла тума хушни ман шутпа пит ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ. Эпӗ сана валли кӑштах хатӗрлерӗм; апат ҫи те, батюшка, Христос хӗвӗнчи пек, ирччен ҫывӑр». «Эпӗ сан патна кайма тухрӑм вӗт, пан писӑр». Тепӗр чух эпӗ каҫ-каҫӑн вӗренме чӗнсен те Ярмола аллине ҫех сулать. — Ӑҫта унта! Вӑт, тупнӑ та ӗнтӗ, чӑнах та, кама куҫармаллине! Показанисен пӗр пайӗ — суя, ҫав ҫынӗ суеҫӗ пулнӑ пекех суя. Кралич пӗррех туртӑнса аллине ҫаннинчен вӗҫертрӗ, ҫийӗнчи тумне пӑрахса хӑварса, хӑйне хуса ҫитнӗ ҫынран тапса сикрӗ. Ҫав тапхӑрти ҫул ҫыравсенче хыпарласа хӑварнӑ: «Тӳпе ывӑлӗсем Тума ҫине хӗрӗх кун та хӗрӗх каҫ ӳкнӗ. Эпир Ҫӗр ҫинчен тулли Уйӑх куратпӑр пулсан, Уйӑх ҫинчен катӑк Ҫӗр курӑнать. Ҫӗр ҫинчен катӑк Уйӑх курӑнсан, Уйӑх ҫинчен тулли Ҫӗр курӑнать. Станицӑра пӗр палланӑ ҫынран Христос ячӗпе тархасласа ыйтсах туянтӑм ҫак хаҫата, хакне те патӑм ӗнтӗ уншӑн… Ефим килсе кӗриччен эсӗ мана кӗнекесем пар, — ӑна нумай пӗлин ытлашши пулать… Пакӑлти вӑл, тӑшман мар. Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫеҫ вӑл енчен, пӗлӗте кисретсе тата ҫӑлтӑрсене хӑваласа, нимӗҫ бомбовозӗсен эскадрильисем Мускав еннелле иртсе кайрӗҫ. Вӑл Нина Капитоновнӑпа мӗн калаҫнине те илтрӗм эпӗ: — Кукамай, вӑл чирлӗ-и, сывӑ-и, чӗрӗ-и, вилӗ-и, пурпӗрех ӑна курассӑм килмест манӑн. Мана ку историе вӗреннӗ ҫын тӗплӗн каласа пачӗ, а эсӗ… — Эпӗ шутлатӑп, — терӗ вӑл пӑлханчӑклӑрах сасӑпа, хӑйсем ҫинче шӑкӑлчи-кайӑк хурӑн ҫулҫисем хушшинче юрра шӑрантарнӑ хушӑра: — эпӗ пур тӳрӗ ҫынсен тивӗҫӗ те ҫав, ҫав… пӗр сӑмахпа каласан, хӑйне ҫывӑх ҫынсемпе пӗр пытармасӑр калаҫасси тесе шутлатӑп, ҫавӑнпа та эпӗ… эпӗ каласшӑн… Кунӗ уяр, хӗвел ялкӑшса кӑна тӑрать, анчах ниҫта пӗр мӗлке те ҫук. Мӗн, эсӗ мана вӗрентекенни-им? Сӗтел ҫинче портупейӑллӑ чӗн пиҫиххипе кобурта вуникӗ патронпа авӑрламалли «манлихер» выртать-мӗн. Халлӗхе пӗрне те персе тивӗртеймерӗҫ. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл тиркешмест, хирӗҫмест, сахалпах ҫырлахать, ӑшша та, сивве те чӑтать, ӑна ӗҫтерме-ҫитерме маннӑ пулсан, вӑл кунӗ-кунӗпе ӗҫмесӗр-ҫимесӗр ҫӳреме пултарать. Вӗсем ҫӗр каҫма чарӑннӑ та вут патӗнче аппаланаҫҫӗ. — Ку вӑл — пӗтӗм тӗнчешӗн паллӑ сӑмах. Халӗ ӗнтӗ кил-ха, калаҫса ларар. — Эпӗ ҫамрӑк Пойндекстер мустангерпа туслӑ пулнӑ тенине илтнӗччӗ, мустангерӗ Кольхаунпа килӗштермен пулин те. — Пурӑнатӑп-ха акӑ, — терӗм эпӗ, сассӑма ҫӗклетмесӗр. Мирон ҫавӑнтах Мускав ҫинчен каласа кӑтартма, правительство тулӑксӑр пулнӑ пирки ҫиллессӗн ӳпкелешме тытӑнчӗ; ҫав вӑхӑтра Наталья ывӑлӗпе пӗрле пырса ҫитрӗ — Мирон хут фабрики тума кирли ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ; вӑл ӗнтӗ тахҫантанпах ҫак сӗнӳпе йӑлӑхтарнӑ. Шухӑшлама та манса кайрӑм пулас эпӗ. Никита, ашшӗ ун ҫинчен аса илессе кӗтсе, ун ури вӗҫӗнче тӑрать. Анчах, ҫыинӑн юнне ӗмсе илсе, ӑна выльӑх вилли пек кӑларса пӑрахсан — ун пирки нимӗн те каламаҫҫӗ. — Мӗнле пултарас мар-ха? «Петембурга, тӳрех майра патша патне!» — Эсӗ ҫак еннелле кай, эпӗ — лерелле, шыв юхса выртнӑ ҫӗрелле. Анчах ҫыннӑн та уннинчен каях пулман. Аркадий ӑшшӑн кулса илчӗ те, кӑштах Катя патне сиксе, пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ: — Калӑр-ха, эсир унран пӑртак хӑратӑр. Ҫапла каланипе ҫак пит лайӑх патшан ырӑ ӗҫӗсене кая хурас шухӑш манӑн пӗртте ҫук, анчах эпӗ хамӑн калав ҫакна вулакан акӑлчан ҫынни куҫӗ умӗнче ун чапне питех те чакарассине лайӑх пӗлетӗп. Эпӗ ҫакна ҫеҫ калатӑп: унашкал кӑлтӑксем ҫак халӑх тӗттӗмминчен килеҫҫӗ, мӗншӗн тесен унта политикӑна пирӗн патри пек халиччен те наука шутне кӗртмен-ха. Дантон та хӗрелсе кайрӗ. Халиччен пӗр лот та унӑн тӗпне ҫитме пултарайман. Юлашкинчен, сӑмсана вӗҫӗнчен тытас тесе, пӳрнисене ҫав тери сыхланса ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Пойндекстерпе ун тӑванӗн ывӑлӗ те ҫавӑн пек шухӑшлакансемпе пӗр майлӑ пулнӑ, майор хӑй те ҫапла шутланӑ. — Тӗрӗс мар, эс пӗтӗмпех йӑнӑшнӑ! Юратура эс хӑюллӑ та тарават. Кам хушрӗ сана ҫав кирлӗ мар ырӑ йӗркесене вӗренме? Кала, кам хушрӗ? — Яр-ха, тархасшӑн яр. — «Сире хӑтарасшӑнччӗ ҫав». Вӗсем татах тепӗр хушӑ пӑшӑлтатрӗҫ. Пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ. Ку вӑл пӗчченҫӗ Зарубин ыттисемпе пӗрле ҫӗнтерӗве уявлать. Анчах, турӑҫӑм! авӑ ҫавӑнта, урам кӗтессинче, хуларан тухмалли ҫӗртен инҫех те мар тӗлте каллех Панталеоне тӑмасть-и унта — тата кам-ха унпа пӗрле? — Вӑл барин пӳртӗнче, хӑйӗн пӳлӗмӗнче, — терӗ Гриша. Ҫавӑнпа та, тен, массӑсен ертӳҫӗ пулассисем околоткӑра надзирательсем пулса ӗҫлеҫҫӗ пулас! Марьянка ахӑлтатса кулса ячӗ. Ҫавӑн пек каласан, сунарҫӑ тата тепӗр хут утиялпа чӗркенсе выртрӗ. — Чӑнах-и? Ача чухнехи Телейлӗ, телейлӗ-ҫке ача чухнехи таврӑнми иртнӗ вӑхӑт! — Ҫук, — мӗн вара? Халь, ҫак минутрах-и? Эпир ҫав кӗрешӗве ҫырса та кӑтартасшӑн мар. Ҫук, учителӗм! Овсяников патне час-часах кӳршӗсем хӑйсен тавлашуллӑ ӗҫне татса партарма, пӗр-пӗринпе килӗштерме пынӑ, вӑл татса панипе вара, ялан тенӗ пекех, килӗшнӗ, унӑн канашне итленӗ. Вӑл халӗ асапланмасть ӗнтӗ. Разметнов ытла шала кӗрсе кайма пултаракан калаҫӑва пӗтерме васкарӗ. Ӑҫта хунӑ эсир ӑна? «Qui vive?» — sagte er zum dritten Mal. Чӗнместӗп. Вара эпӗ тарма тытӑнтӑм. Эпӗ шыва сикрӗм, тепӗр енне тухрӑм та чупма пикентӗм. — Апла пулсан ман пата пырӑр. Тумланӑр ӗнтӗ… эпир кӗтетпер… хатӗрленсе ҫитсен, аяла пирӗн пата анӑр, — терӗ те тухса кайрӗ. Пичче ҫав тери хавасланса ман ҫине пӑхса илчӗ. Анчах халь ҫех тӳссе ирттерни пӑтрашу пӑтармахӗ пурин кӑмӑлне те пӑсса, улӑштарса ячӗ, пурте ҫук ҫӗртенех ҫӗтӗлме хатӗрччӗ. Гленарван калаҫса тӑмарӗ, ун вырӑнне Роберт лаши ҫине сиксе утланчӗ те, хӑй лашине Талькава пачӗ. Унӑн кӗнекисем Софья Ивановна ҫуртӗнчи халӗ Поднебескӑсем пурӑнакан ҫӳлти пӳлӗмсенчи вӑрӑм та авӑнса аннӑ ҫӳлӗксем ҫинче тӑраҫҫӗ. Яков кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ: — Мӗн пуррипе те тӑрмашмалӑх ҫитет… Кунта, паллах ӗнтӗ, Огняновсӑр пулса иртмен ку ӗҫ. Ҫапла-и? Незамайковски куренӗн ҫурри йышӗ пачах та пулман тейӗн! ылттӑн пек тулли пучахсемлӗ тырӑ пуссине тӑруках пӑр ҫапса кайнӑ евӗр тӑкӑнчӗҫ куреньри козаксем. — Халӗ ӗнтӗ пӗччен вӗҫӗр. Темиҫе минут хушши вӗсем кашни хӑйӗн ҫинчен шухӑшларӗҫ. — Мана укҫа кирлӗ, — тенӗ ӑна Ривэра. — Ше-ел… Шыв ҫийӗпе сасӑ мӗн тери аякка каять тата ҫакӑн пек каҫ! Словарь ҫинчен эпӗ сире каярахпа каласа парӑп. — Халӗ санӑн юлташу та пур, ачам, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр, — пирӗн вигвамра ӗнтӗ икӗ Синопа пурӑнать: пӗри — икӗ ураллӑ, тепри — тӑватӑ ураллӑ. Яков Лукич пӳлӗмрен тухса алӑка хупсан тин хӑй йӑнӑшне ӑнланчӗ, вӑтаннипе эхлетсе, шухӑшларӗ: «Аташтарчӗ мана ҫав сухаллӑ шуйттан хӑйӗн юсавлӑхӗпе!» Паганель патагонецӑн ҫак сӗнӳне аран-аран куҫаркаласа пачӗ те, ӑна вара пурте питӗ хавасланса йышӑнчӗҫ. Калиныч, фабрикӑра ӗҫлекен хӑюллӑ ҫын пек шӑпчӑк евӗрлӗ юрламасть пулин те, хӗрсе кайсах калаҫать… — Кайрӑмӑр! — Джон! — терӗ моряк, ун патне аллине чӑсса. Эпӗ сана ӑнланаймастӑп. Пит-куҫӗ йӑлт уҫӑлса кайрӗ унӑн. — Тӗрӗс. Вунпилӗк ҫулхи капитан! — терӗ те Дик ун еннелле пӗр утӑм ярса пусрӗ. — Астумастӑп. Анчах ҫак кӳренӳ ӑна пӑшӑрхану та, хурлану та паман, вӑл унӑн ӑшӗнче хаяррӑн, вӗчӗллӗн капланса тӑракан туйӑм ҫуратнӑ. Ҫук ӗнтӗ, ан тив, хуть тӗл пулнӑ пӗрремӗш туратран виҫӗ хут ҫакӑнтӑр вӑл, а уншӑнах вара, ҫав путсӗршӗн, пирӗн иксӗмӗрӗн, Ҫемен, хамӑрӑн партилле идейӑлӑха пӑрахма юрамасть! Ҫапла, итлетӗп! — Мӗншӗн-ха эс стрепкере ӗҫлетӗн, производствӑра мар? — ыйтрӗ Давыдов. Ох, ку нервӑллӑ ҫынсемпе! — Гаррис, — шӑппӑн чӗнчӗ вӑл, — эсӗ папирус чӑтлӑхӗнче темскер чӑштӑртаттарнине илтмерӗн-и? Эпӗ ҫапла каларӑм: «Халӑх нумай кӗлтӑвать, анчах та туррӑн вӑхӑт ҫук пулмалла, — илтмест! — терӗм. — Акӑ мӗн». Анчах ҫав вӑхӑтрах тата унӑн скальпне сӗвсе илменччӗ, тата шлепки те пуҫӗ ҫинчехчӗ. Мӗн килӗшерех парать — суйласа ил», — тенӗ. Ҫак ҫынран йӳнӗ хакпах хӑтӑлнишӗн эпир пурте кӑмӑллӑ пултӑмӑр. Нумай сӑмах ҫине кӗрсе каяс мар тесе, ҫакна ҫеҫ калатӑп. Унтан вӑл юлашки вӑйне пухса икӗ аллине те ҫӗклерӗ те, пистолет тытнӑ пӗр аллипе Говэна печӗ, тепринпе ун пуҫӗ ҫинелле хӗҫ сулса ячӗ. Музыка каллех выляса ячӗ, анчах савӑнасси ҫапах та пулмарӗ. Булкӑсене салатса пӗтерсен эпӗ ҫывӑрма выртаттӑм; ҫурҫӗр тӗлне магазин валли тутлӑ булкӑсем пӗҫерсе кӑларма — каҫпала пекарньӑра ӗҫлеттӗм, — булочнӑй хула театрӗ ҫывӑхӗнчехчӗ те, спектакль хыҫҫӑн халӑх пирӗн пата вӗри слойкӑсем ҫиме кӗретчӗ. Ку вӑхӑтчен Ҫӗнӗ Голландине уҫни географиллӗ событи ҫеҫ пулса тӑнӑ, ун ҫинче обществӑн интересӗ те ҫӗкленмен. Утрав пуҫлӑхӗпе унӑн ҫемйине этем евӗрне килмен ҫынсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Ун умӗнче икӗ тӗпсӗр ҫырма уҫӑлнӑ. Эсӗ пирвай пӗлсе каламан ӑна, Гек. Час-часах вӑйлӑ ҫил вӗрекен вӑрмансӑр вырӑнсенче ҫил двигателӗн энергийӗпе усӑ курни питӗ усӑллӑ: двигатель электричествӑна аккумуляторта пухать те, кайран унпа кирлӗ вӑхӑтра усӑ курма пулать. Крепоҫе тапӑнакансен вӑрман хӗррине вырнаҫнӑ лагерӗнче пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫкалаҫҫӗ иккен: сигналсем пани, лашасем кӗҫенни, параппан ҫапни, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫаракан ещӗксем кӗмсӗртетни, сӑнчӑрсем чӑнкӑртатни илтӗнет, — ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ чухнехи тем тӗрлӗ сасӑсем, пӗрлешсе, кӗвӗ пулса тӑраҫҫӗ. Христос ячӗпе ыйтатӑп, яр! Виҫ-тӑватӑ свидетелӗ тата: «Ҫын вӗлернӗ ҫӗре илсе пырсанах, Поттер хӑйне-хӑй айӑплӑ ҫын пек тытатчӗ», — терӗҫ. Мӑйӗ вӑрӑм ун, шӑнӑрланса ларнӑ. Пуҫӗ тӑрӑхла, сӑмси, кӑвакалӑнни пек, сарлака та лаптак. Пӗрмаях: — Ҫил ӑҫтан вӗрет-ши? тесе ҫӳренӗнех туйӑнать. Халех вилес килмест-ха манӑн. Ивинсем! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, хӑнтӑр ҫухаллӑ кӑвак бекешӑсем тӑхӑннӑ виҫӗ арҫын, шукӑль ҫамрӑк гувернер хыҫҫӑн утса, тепӗр енчи тротуар тӑрӑх пирӗн ҫурт патнелле каҫнине чӳречерен курсан. — Анчах куна каярах… — Эпӗ уншӑн пачах та ют ҫын, — терӗ Санин: — эпӗ вырӑс ҫынни, анчах эпӗ кун пек чӑрсӑрлӑха пӑхса тӑма пултараймастӑп; тепӗр тесен, акӑ ман карточка тата адрес: офицер г-н мана шыраса тупма пултарать. Вавжонпа Марыся та ыттисем хыҫҫӑн трюма анчӗҫ. — Ҫапла ҫав, вӑлах, — терӗ ватӑ сунарҫӑ, Мориса пулӑшас тесе, ун патнеллерех пырса. Кунта аслӑ Артамоновӑн ывӑлне унӑн ашшӗн, кун пирки хӑйӗн шухӑшӗсем пуррине кӑтартса памалла пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ӗнентерӳллӗн каласа хунӑ: — Ют ҫӗршыврисем пирӗнтен лайӑхрах пурӑннӑ пулсан, вӗсем пирӗн пата килсе сӗкӗнмӗччӗҫ… Акӑ мӗн шухӑш тытнӑ вӑл, пирӗн Фома… Лушка, Нагульнов арӑмӗ, Давыдовпа яланах кӑмӑллӑ, ҫапах та, ҫакна пӑхмасӑрах, Давыдов, пӗркунхине, ӑнсӑртран Макарпа калаҫнӑ чухне, Макар ӑна хӑйӗн арӑмӗ Тимофей Рванӑйпа пурӑнни ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн, ҫав хӗрарӑм ҫине сиввӗн пӑхма пуҫларӗ, вӗсем патӗнче унӑн вӑхӑтлӑха пулин те пурӑнас килми пулчӗ, Ирсенче Давыдов, калаҫӑва хутшӑнмасӑр, час-часах Лушка ҫине куҫ хӳрипе пӑхкаласа илет. Ӑнлантӑн-и? Вӑл вара хутаҫри укҫасене эпӗ тытса тӑракан хутаҫ ӑшне ярса шутлама тытӑнчӗ. Ку нумай вӑхӑт хушши пыракан йывӑр ӗҫ пулчӗ. — Айванла ку, Шурочка, чарӑн, — кӑмӑлсӑррӑн мӑртлатрӗ Николаев. — Пархатарсӑр элекҫӗ, ирсӗр, шпион! Ман алра тимӗр ӗҫӗ, тетӗп ҫакна, санӑн вара тир ӗҫӗ. — Тепӗр тесен, мӗн шухӑшласси пур-ха? Вӑл тӑна кӗнӗ ҫӗре ӗнтӗ тул ҫутӑлма пуҫлӗ. — Хӑй хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ну-с, египетски пирамидӑран пуҫлӑпӑр, — тенӗ хуҫи. — Эпӗ-ха ку, Адам Иванович. Уҫсамӑр ҫеккунтлӑха, — терӗ Ромашов. — Ҫапла, Дмитрий Павлович; ҫавӑн пек тумалла ман. Ҫыран хӗрринчен шыв хӗрнелле аннӑ пек, сыхланса карчӑк кӑмака ҫинчен анатчӗ те, ҫара урисемпе ҫатлаттарса, кӗтесселле утса каятчӗ; унта касса илнӗ пуҫ пек туйӑнса, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ тӗлӗнче ҫӑварлӑ рукомойник ҫакӑнса тӑратчӗ, унтах шыв катки ларатчӗ. Ытти чухне асамҫӑсем ялсем тӑрӑх иртнӗ чухне виҫшерӗн, тӑватшарӑн, пилӗкшерӗн пухӑнаҫҫӗ, вӗсен ҫумне вӗсене пулӑшакансем, хисеплекенсем хутшӑнаҫҫӗ. Кил хуҫи арӑмӗ курчӗ: Озеров кушака чӗркуҫҫи ҫине лартрӗ те шӑнса хӗрелнӗ шӑнӑрлӑ аллипе ачашлама тапратрӗ. Кашкинӑн жалоби акӑ еплерех иккен; ун лаптӑкӗ ҫинче пуринчен ытла мускат, анчах ытти сортсем те ӳсеҫҫӗ; весовщик ун лаптӑкӗнчи винограда та мускат вырӑнне йышӑнать иккен те, ытти мӗнпур сортсем хисепрен тухса ӳкеҫҫӗ-мӗн. Хохол, урайӗнче ларса, урисене сӑмаварӑн икӗ енӗпе тӑсрӗ те ун ҫине тинкерчӗ. Эпӗ вӗсем хыҫҫӑн терраса ҫине кӗрсен, — ман ҫине тӗттӗмрех кӑвак куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса илнӗ Варенькӑсӑр, Дмитрий йӑмӑкӗсӗр пуҫне, — кашни хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫне тытиччен мана темиҫе сӑмах каларӗ, Варенька вара, кирлӗ страницӑна пӳрнипе тытса, чӗркуҫҫи ҫине хунӑ кӗнекине сасӑпа вулама пуҫларӗ. Астрономсем икҫӗр ҫул каярах ҫак тӗттӗмленӳ вӑхӑтне тӗрӗс шутласа тупма вӗренсе ҫитнӗ те малашнехи ҫулсем валли те спутник тӗттӗмленнине пӗлтерекен пысӑк таблицӑсем туса хунӑ. Вӑл Симеон Столпник иконӗ пек-ҫавӑн пекех типшӗм, хытанкаскер, ҫитменнине унӑн выляман куҫӗсем те ҫавӑн пекех ним ҫинчен те шухӑшламасӑр тата аяккалла, ҫынсем тата стенасем витӗр пӑхаҫҫӗ. — Вӗҫерт! — хӑрӑлтатса хӗссе кӑларчӗ хӑй ӑшӗнчен Бек-Агамалов. — Ку питех ансат. Пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех сӑран тӑхӑннӑ ҫын, шатра питлӗскер, ун енне ҫаврӑнса тӑчӗ те:— Эпӗ, — терӗ. Амӑшӗ аслӑ хӗрӗ патне кайнӑ, унӑн упӑшки сахӑр заводӗнче машинист пулса ӗҫлет. Силвио аллине аяла усрӗ. Элен юланутҫӑсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне хӑй патне чӗнсе илет, мӗншӗн тесен унӑн «салонӗ» пурне те пӗрле вырнаҫтарма мая килмест. Ӑна Ольга инкӗшӗ хӑй упӑшкипе мӗн тери лайӑх пурӑннипе мухтаннӑ пек туйӑнчӗ; амӑшӗ картиш кӗтессинче темле сапаланчӑк, ӗненмелле мар нӑшӑкларӗ, ашшӗн куҫӗсем хускалми пулчӗҫ, сӑн-пичӗ йывӑҫран тунӑ пек пулса тӑчӗ, пурте темле япӑх, кирлинчен йывӑртарах пулса кайрӗ. Мӗншӗн-ха вӑл цирк ҫинчен манаймасть? Любовь, ҫак сӑмахсене илтсе, пӗтӗмӗшпех чечекленсе кайнӑ. Вара пурте ӗмӗтленсе, кӑмӑллӑн кула-кула, нумайччен французсем ҫинчен, акӑлчансемпе шведсем ҫинчен — хӑйсен тусӗсем ҫинчен сӑмах пынӑ пек, хӑйсем хисеплекен, вӗсен савӑнӑҫӗсемпе савӑнса, вӗсен хуйхи-суйхипе пурӑннӑ ҫывӑх ҫынсем ҫинчен калаҫнӑ пек калаҫрӗҫ. Часах аякра пӑшал сассисем илтӗнчӗҫ. — Юрать, Джон Сильвер, эпӗ аллӑмсене илетӗп, — терӗ моряк, — анчах, тӳррипе каласан, сана хӑвӑн таса мар кӑмӑлу ҫеҫ манран хӑрама хушать. Ҫӗнӗ аэродром стрелковӑй полк тылӗнче вырнаҫнӑ. Тата вӑл ак мӗн ҫинчен шухӑшланӑ: ытти хӑй пӗлнӗ ҫынсен мӗн чухлӗ укҫа пур, вӗсем ӑна епле тупни ҫинчен тата хӑй те ҫав ҫынсем пекех тата нумай укҫа тупма пултарасси ҫинчен. — Вӑл арӑмӗ тухса кайнишӗн ҫаплах кулянать пулмалла-ха… Эпӗ хам ӑҫта кайнине пӗлмесӗр ыткӑнса пытӑм, юлашкинчен икӗ тӳпеллӗ лутрарах ту тӗпне ҫитсе тӑтӑм. Пӳлӗмре тӑвӑр, пӑчӑ; карчӑка тӗртсе ярса, хӗрсем картишне, сада чупса тухаҫҫӗ. — Тӗрӗс, — шухӑшлӑн тавӑрчӗ те Петр, унтан хушса хучӗ: — сасси ун пит кӑмӑллӑ. Ах, мать честная! Анчах, алӑка хуллен кӑна уҫсан, кӗрхи тӗксӗм каҫ сӑнӗ ҫапнӑ хирелле пӑхсан — кунта шӑп пулни, никам та ҫукки ӑна тӳрех лӑплантарчӗ. Астӑватӑп — подвалран эпӗ хама хӗнесе амантса пӗтернӗ пек, чӗрере нимӗнпе сирме ҫук, вӗлерсех пӑрахмалла кичемлӗхпе тухса кайрӑм. Вӗсем питӗ хӗпӗртенӗ. Хӑйсем ҫаван пек чапа тухма май килнине вӗсем темӗн пекех мухтанчӗҫ. Ҫакӑн пекех тата хамӑр чапшӑн та ӗҫер; мӑнуксемпе вӗсен ывӑлӗсем пирӗн ҫинчен: ҫавӑн чухне ҫавӑн пек козаксем пурӑннӑ, вӗсем юлташлӑх ятне яман, хӑйсен ҫыннисене сутман теччӗр. — Мӗнле апла? Ҫап-ҫутах ҫутӑлса кайрӗ-ҫке! Пӗтрӗм эпӗ… — Яланах эсир ҫапла, — терӗ вӑл малалла, чӗлӗмне ҫӑварне хыпса. Ҫак ҫамрӑк та чӗрӗ туйӑмра темӗнле илемлӗх пур… Ҫурҫӗрте вӗсем циклопсемпе ҫапӑҫаҫҫӗ; вӗсем — Земзе йӑхӗн ыттисемпе хутӑшса сыхланса юлнӑ, тискерленнӗ несӗлӗсем. Халь ӗнтӗ яхта хумсем килсе ҫапӑннӑ вырӑна хӑйӗн чи тӗреклӗ енӗпе ҫавӑрӑнса тӑрать. Валахинӑсем Ҫапла вара эпӗ пӗчченех кайрӑм. Чӗрӗп тирӗ алсипе тытмалла тени мӗне пӗлтерет-ха вӑл? — терӗ генерал тепӗр хутчен, ман еннелле ҫаврӑнса. Анна». Муратлийскисем пурӑннӑ икӗ хутлӑ ҫурта Огнянов часах шыраса тупрӗ, вӑл Рада пӳлӗмен икӗ чӳречине те палласа илчӗ. Э, вӗсем пӗр-пӗрне канӑҫ памаҫҫӗ! — Эпир тахҫантанпах ҫакӑнта аялта ҫӳретпӗр-и ӗнтӗ? «Сирӗнпе тавлашма хӑяймастӑп эпӗ. Анна Васильевнӑн пулас упӑшки, Николай Артемьевич Стахов, ӑна ҫав балсенчен пӗринче юратса пӑрахнӑ. Ун чухне Анна Васильевна «ӳт тӗслӗ хитре кӗпепе пулнӑ, ҫӳҫне вӗтӗ розӑсенчен пухса тунӑ чечек ҫыххи евӗр куафюра» туса туранӑ. Ҫак гипотеза аса килнипе профессорӑн шухӑшӗ таҫта та кайса ҫӳрерӗ пулӗ. Мӗн курнӑ вӑл? — Пӗлетӗн-и-ха? — терӗм эпӗ ӑна: — вӑл эсӗ юнкер иккенне пӗлмест, вӑл сана пӗр-пӗр айӑпшӑн офицертан кӑларнӑ ҫын вырӑнне хурать. — Вӑл ултавлӑ хускану кӑна, сэр, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Фома хуллен мӗкӗрсе янӑ, унтан, мӑйӑхли каялла чакса тӑма ӗлкӗриччен, ӑна сылтӑм аллипе кӑвакара пуҫланӑ кӑтра ҫӳҫӗнчен ярса та илнӗ. — Ӑҫта тухса кайрӗ Володя? — ыйтрӗ манран Нехлюдов. Ҫурт патнелле ҫывхарса ҫитеспе Исидора чӗлпӗре туртсарах тытрӗ. Вӑт вара пытарнӑ укҫи выртать те выртать, тутӑхма пуҫлать. Унтан вара кам та пулин кивелсе, саралса кайнӑ хут тупать, унта мӗнле паллӑсем тӑрӑх шырамаллине кӑтартса панӑ. Ҫав хутне вуласа пӗлме те эрни-эрнипех хӑтланмалла пулать, мӗншӗн тесен унта ялтах кукӑр-макӑр кукрашкасем те гироглифсем кӑна. Чӗркуҫлентӗм. Ольгӑн ӑшӗ вӑркама пуҫларӗ. Пирӗн хуҫа тимӗрҫӗ, пулӑҫӑ, сунарҫӑ, платник, вӑл ниепле те духовнӑй ҫын таврашӗ пулманнине эпӗ ҫӗрле пуличченех сӑнарӑм ӗнтӗ. — Таҫта ӗҫе кӗртмелле пуль ӑна е тата авлантармалла… — Виноградӑн ҫак сорчӗпе пирӗн яланах тӗрӗс усӑ курмаҫҫӗ, — пуҫларӗ вӑл кӑмӑлсӑррӑн, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пӗтӗмпех манса кайса. Анчах вӑл манран ыйтмасть, хӑйпе хӑех калаҫса тӑрать. А вӗт — ку истори мана йӑлт чӗртсе ячӗ… — Ак калӑп та парӑп хам ҫӗмӗртӗм тесе, юрать-и? Ҫулҫӳревҫӗсем те, мӗнпур команда та пӗр матрос юлмичченех ахӑлтатса кулаҫҫӗ. Ӑсне ҫухатнӑ пекех Паганель палуба тӑрӑх кускаласа ҫӳрет; пуҫне вӑл аллисемпе ярса тытать, ҫӳҫне тӑпӑлтарать. Студент ҫаврӑнчӗ те, Огнянова тӗлӗнсе шӑппӑн пӑхса, ун пӳрнисене хытӑ чӑмӑртарӗ. — Индеецсем! Инсаров вилнӗ пек хытса ларчӗ, пӗр-пӗрне ҫавӑн пек ҫывӑх пулнипе, вӑл ыталанипе, ҫак телейпе унӑн сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ. Халӗ вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, кашни ҫын ҫӗнтерӳ валли хӑй мӗн тума пултарнине тӑвать… — Эсӗ ху суятӑн! Йӑлт халран ячӗҫ, ваше благородие! Халь сире мӗн пулчӗ вара? Мересьев койка ҫинчен сиксе анчӗ. — М-м, — ӗненмест-и? Ман пурнӑҫра эсир ӑсланнӑ пулӑттӑр-ши?» — Тепре калатӑп: юрласа ӑсатма ан васка, — терӗ Хохлов сивлеккӗн. — Харпӑр-хӑй вырӑнӗсенелле — марш! Ун патне тӑванӗсемпе тусӗсем, хуҫипе пӗр шухӑшлӑ ҫынсем хӑнана пычӗҫ. — Мӗнле-ха капла? Ий-я, ҫынсем ҫав вӗсем… — Ҫук, монсеньор. Шансах тӑратӑп тепре куриччен маррине: кунтан эпӗ чӗррӗн тухас ҫук. Цимбала Аньӑран куҫкӗретӗнех пӑрса ярасшӑн пулса, йӗкӗт хӗр ҫумне пырса ларчӗ. «Тӗлӗнмелле, хӑта! Пирӗнтен чи ҫывӑх ҫӑлтӑрсем те мӗнле инҫетре иккенне шухӑшлама май ҫук. Унсӑр пуҫне эсӗ пирӗнтен пуринчен те ӑслӑрах: эсир унпа усӑсӑр тавлашса тата вӑрҫса каймӑр. Штабс-капитан ҫапах та, пӗшкӗнкелесе те пулин, траншея тӑрӑх уткаласа пырса, тӑпра чавса тунӑ хӳтлӗхсем патне чиперех ҫитрӗ те, сапернӑй офицерпе пӗрле, пӑч тӗттӗм ҫӗртех ӗнтӗ, ҫынсене ӗҫе вырнаҫтарчӗ те, тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗх ҫумӗнчи шӑтӑка кӗрсе ларчӗ. Ҫывӑхри полицейскисем шӑхӑртнипе хаяррӑн команда панӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, хӗрарӑмсем ҫуйӑхрӗҫ. — Вӑл хӗрарӑм питӗ пуян тетӗр-и ҫак эсир? — ыйтрӗ пурнӑҫа пӗлекен Леноре фрау. Эпӗ комбайнер вӗт-ха. Наталья ун сӑмахне нимӗн чӗнмесӗр, ыйхӑллӑ куҫӗсене мӑчлаттарса итлерӗ, вара анасласа илсе:— Эпӗ тӗлӗксене манатӑп ҫав, — терӗ. Юрату… революци! Страница ӑҫта та пулин ҫухалнӑ пулас, сана кунта ахалех тытса тӑтӑм ӗнтӗ, — терӗ. Старик хӑйӗнчен хӑй: ку мӗне пӗлтерме пултарать, тесе ыйтнӑ пек, нумайччен ун ҫине тинкерчӗ. Флюгер тесен, флюгер мар; флюгер пулсан, ҫаврӑнса тӑмалла, ку вара вӗлкӗшет. Вӑл савӑннипе пӳрнисемпе шаклаттарчӗ, шӑхӑрчӗ, пӗтем кӗлеткипе сулӑнкаларӗ, хаваслӑхпа ҫиҫрӗ, ҫавна пула амӑшне те ҫав тери хавхалантарчӗ. — Ку — пит те лайӑх! Сывӑ пулӑр, господа! — Ну, сывӑ пул, Рита юлташ. — Джим, атя, ун патӗнче чарӑнар, — терӗм эпӗ. Кун пирки мӗн калатӑр эсир? Ой, тӗлӗнмелле пысӑк ӗҫ тунӑ вӗсем кунта! Вӗсене тата вӑрманӑн тӗттӗм сӗмлӗхӗ хупӑрлать. — Эпӗ унтан пӑрӑнмӑп. Вӑл хӑй те сирӗн искусствӑна сӑнаса пӑхасшӑн пек туйӑнать. Эпернейра эрех тӑвакансем кун пек кӗленчепе тенкеле ҫапса салатаҫҫӗ пулин те, кӗленче ҫинче йӗр таврашӗ те юлмасть. Анчах сурса хурам карьера ҫине. Анчах хӑй час та часах кӗнекесенчи ӑнланма ҫук сӑмахсем мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтрӗ. Ку хутра вӑл темле палламан генштабистсемпе тата пӗр нарком заместителӗпе пӗрле апатланчӗ. — Мӗнле тавӑрмалла вара? — ыйтрӗ Петр, стени ҫинчи пӑшалне илсе. Тепӗр кӗтесре Ривэра темӗскер ҫинчен пӑшӑлтатнине асӑрханӑ. Урса кайнӑ хумсем ҫийӗпе пӗр-пӗр этем ярса тытнӑ йывӑҫ вулли, е тискер кайӑкӑн хура мӗлки ишсе иртет, е тата шывран пӗрин-пӗрин алли курӑнать те, каллех анса, ӗмӗрлӗхех пытанать. Хӑйне ӑна ҫапрӗҫ ӗнтӗ, вӑл ҫапса ҫурнӑ тутисенчен юнпа сурчӗ, анчах унӑн сӑнӗ кӑмӑл тулнипе ҫутӑлса тӑчӗ… Вара мана Беренштейнсем патӗнче авалхи кӗрӗксемпе пальтосем ҫакнӑ ҫӗрте тӗттӗмрех пӳлӗмре ӑна куҫкӗретӗн курса тӑнӑн туйӑнчӗ. Штык чул ҫине тӑрӑнса чакӑртатса илчӗ. — Пӗр сӑмах ҫине ӳкрӗмӗр! — тесе кулса ячӗ доктор Ливси. — Мана унтан та сахалрах! — шӑппӑн каларӗ Варя. Эпӗ пирӗнпе мӗн пулса иртнисем ҫинчен мантӑм, малалла мӗн курасси ҫинчен те шухӑшласа тӑмарӑм. Халӗ алӑ пус. Астӑватӑп, пӗрре хура кайӑк пит хӑюлланса кайса, Глюмдальклич мана ирхи апат тума панӑ кукӑль татӑкне алӑранах туртса илсе кайрӗ. Вара экспедицин темиҫе кун чарӑнса тӑмалла пулать. — Эсир вӗрентесшӗн пулсан, юлатӑп. Вӑл, ачалла чӗвен тӑрса, пуҫне каялла ярса, тутине тӑсрӗ. Кам та пулин пулӑшас тенипе те килӗшмен вӑл — ҫавӑнпа тӗлӗннӗ те унтан халӑх. Маориецсем унпа мухтанаҫҫӗ, ӑна нимӗҫсем Рейна, славянсем Дуная юратнӑ пек, юратса тӑраҫҫӗ. Нумайччен, ывӑна пуҫличченех утрӗ, анчах ӑшӗнчи пӑлхану, шыравлӑ, паллӑ мар хурлӑхлӑ пӑлхану, ҫапах лӑпланмасть. Ҫук, чӑнах, хаклӑ япала усранӑ пушӑ футляра курни пекех ку. — Ну, аван, аван! Анчах ҫав самантра Яков Маякин хӑй те ҫитнӗ. «Бегемотсем! Бегемотсем!» — кӑшкӑрасшӑн пулчӗ вӑл. Пулма пултараймасть! Ну, ме эппин! — вӑл аллине хӑвӑрттӑн сулса, Сухарькӑна питӗнчен ҫатлаттарчӗ. — Пӑрахут таврӑнсан асӑрхаҫҫӗ пулӗ, тетӗп. Кирила Петровичран вӑтӑр ҫухрӑмра Верейский князьӑн пуян именийӗ пулнӑ. Носилкӑпа йӑтса килсе Кара-Тете виллине картиш варринчи тӗмеске ҫине хучӗҫ. Куҫҫуль тӗтри пӑхма чарать. «Вӗтӗ ҫӑмлӑ такасен ашшӗн» сӑн-питӗнче айванла мӑнкӑмӑллӑх, хастарлӑх, кутӑнлӑх, ҫаврӑнӑҫусӑрлӑх, тӑнсӑрлӑх питӗ лайӑх палӑрса тӑнипе тата ҫав вӑхӑтрах кӗлетке Инсаровпа каснӑ-лартнӑ пӗр сӑнарлӑ пулнипе Берсенев ахӑлтатса кулмасӑр тӳссе тӑраймарӗ. Кулӑшла, тупата туршӑн кулӑшла!.. Хӗвеллӗ кун шалчаран ӳкекен мӗлке мӗнле улшӑннине сӑнамалла. Анчах кӗсресен йӗрӗ мар ку, туршӑн та! Ҫырӑва вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ӑна вӑл чӗтӗрекен аллисемпе мана калла тыттарчӗ те чӗтӗрекен сассипе калама тытӑнчӗ: — Мана телей пӳрмен пулӗ… Анчах лешӗ пемерӗ, Павелӑн чарӑлса кайнӑ куҫӗсем бандитӑн питне асӑрхарӗҫ. Мистер Гленарван мисис Эленпа малтан анччӑр. Ҫӗр ҫине анса ҫитсен, вӗсем вӗрене виҫӗ хутчен карт туртчӗр — вӑл вара тӗпӗр мӑшӑра анма пӗлтерекен сигнал пулса тӑрӗ. Йӑлтах уяртса ячӗ. Ҫак сасӑ тӑрӑх ҫын аманнине тата вӑл асап тӳснине пӗлчӗҫ. Ачисене хытӑ вӑрҫаҫҫӗ, хӗнессе те хытӑ хӗнеҫҫӗ, анчах ҫамрӑксем ӗҫсе супни те пӗр-пӗринпе ҫапӑҫни ватӑсене тӗлӗнтермест, ҫакна вӗсем хӑй йӗркипех пыракан ӗҫ вырӑнне хураҫҫӗ, — мӗншӗн тесен ашшӗсем хӑйсем те ҫамрӑк чух вӗсем пекех ӗҫнӗ, ҫавӑн пекех ҫапӑҫнӑ, вӗсене те ашшӗ-амӑшӗ хӗненӗ. Кунтан-кунах пӑр хулӑмланса пынӑ, шыва кӗме пыракан Синопӑпа Шурӑ Кашкӑрӑн пӑра ҫӗмӗрмелле пулнӑ. Чӑрсӑрланса темле сӑмах персе яма юрамасть! Юпитерпа Юнонӑн хӗрӗ Венера — илемлӗх турри пулнӑ. Ҫӗрпе Хӗвел хушши 150 миллион километр пулин те, Хӗвел пире чӑтма ҫук ҫутӑ ҫаврашка пек туйӑнать; уяр кун ун ҫине пӗр-икӗ минут пӑхса тӑрас пулсан, суккӑр юлма та пулать. — Вара мӗн? — асӑрхануллӑн ыйтрӗ Петр, шӑллӗн пуҫӗ урлӑ пӑхса. Эпир сӑртӑн хӑйӑрлӑ айкки тӑрӑх майӗпен утса, хамӑра хӳме хыҫӗнче доктор кӗтсе тӑракан вырӑна антӑмӑр. Сильвер чарӑнчӗ. Вӑл Инсаров патне ҫыру ҫырма тытӑнса пӑхрӗ, анчах кунтан та нимӗн те тухмарӗ: хут ҫинчи сӑмахсем вилӗ те суя пек пулса тухрӗҫ. Малтанхи кун икӗ вилӗм ҫеҫ пулчӗ: Ривӑпа унӑн ашшӗ, анчах хуллен шуса килекен каҫ хӑйпе пӗрле нимӗн майпа чарма ҫук инкек илсе килни курӑнсах тӑрать. Тристан д'Акунья гарнизонӗнче Добрая Надежда сӑмсахӗнчи артиллеристсен роти тата готтентотсен отрячӗ пулнӑ. Ҫумӑр ҫума тапратрӗ, ҫурт тӑрринчен тумла юхатчӗ, чӳречесенчен ҫил пырса шаккатчӗМан еннелле ҫавӑрӑнмасӑрах Саша ҫапла каларӗ: — Пӑртак тӑхта-ха, садра типӗрех пулсан, эпӗ сана пӗр япала кӑтартӑп, тӗлӗнсех кайӑн! Траншейӑна! Йӑлтах ан вакла тӑшмана, козак, хыҫналла ҫавӑрӑнса пӑх! — Суятӑн! Вӑл ҫавӑнтах ура ҫине тӑнӑ та йӗр тӑрӑх кайнӑ. Эпӗ ҫынсем ман ҫинчен мӗнле шухӑшлама пултарни ҫине питех пӑхман, эсӗр ӑна сисрӗр пулӗ; анчах эпӗ сире юрататӑп, ҫавӑнпа мана сирӗн пуҫӑрта хам ҫинчен тӗрӗс мар шухӑш хӑварма питӗ йӑвӑр. Ларӑр, ачасем! Мобилизаци. Манӑн киле каяс килет. Ротмистров генералан танкисчӗсем фронта татса тухса хӑюллӑ рейд тума тытӑннӑ, тӑшманӑн тылне шалах кӗрсе кайса аркатса ҫӳренӗ. Унӑн пӗчӗк ҫӑварӗ тӑртанчӑк. Кинӗ, ун ҫинелле пӑхса, куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ те лӑпкӑн кӑна:— Тавтапуҫ, аттеҫӗм, ахалех иртсе кайӗ-ха… — терӗ. — Мӗнле илемлӗ! — кӑшкӑрса ячӗ пӗчӗк Джек. Цивилизаци сикекен чирпе чирленӗ; революци вара ҫав чире пӗтерчӗ. Анчах мӗскӗн хӗрарӑм мӗнле паттӑр ӗҫ тума пултартӑр-ха? Анчах ун пек тӑрӑшни те ахалех пулнӑ. — Ӑна пулӑшнӑ, — терӗ Говэн. Ӑна тата тепӗр шухӑш тарӑхтарать: ҫула тухса, вӑл хӑйӗнпе Марыся чунне шуйттана сутмарӗ-ши? Тутар тесен, тутар та вӗсенчен пархатарлӑрах. Ҫавнашкал вӗрсе хӑпартнӑ лашана туянса янӑ та ӗнтӗ эсӗ. Шыв вӗттӗн хумханчӗ те, чӳрече каллех хупӑнчӗ. Ку апрель пуҫламӑшӗнче пулчӗ пулас. Мана канӑҫсӑрлӑх кӑшлать. — Вӑхӑту пулсан. Малтанхи — ман кукка ывӑлӗ Генри сассиччӗ, иккӗмӗшӗ — акӑ ҫак ҫын, вӗлерекенскер. Пӑшалсене тавар тӗркисем ӑшне пытарса, тӳрех Англирен илсе килеҫҫӗ. Ҫавӑн тарӑнӑшран ун пек япала чавса кӑларни ку таранччен урӑх нихӑҫан та пулман. — Хатӗр-и? — пӑшӑлтатрӗ Халл капитан. Халь ӗнтӗ хам та пӗлместӗп, тем тумалла. Ҫавӑн пек типпӗн ответ пани майора ӑнран кӑларса янӑ. Кайран, ҫынсем каласа панӑ тӑрӑх, тӗпсакайӗнче этем шӑмми купи-купипе тупнӑ тет. — Эпӗ те ӗненнӗ, — именнӗ пекрех ответлерӗ Озеров, йӗри-тавра пухӑннӑ салтаксем хӑйсен халапне итленине асӑрхаса. Ҫул аяккинче, ишӗлчӗк хӳме чулӗсем ҫинче, тусан мӑкӑрланнӑ ҫӗртех, икӗ салтак ҫӑкӑрпа арбуз ҫисе лараҫҫӗ. — Эх, Олеша, эпӗ пурне те куратӑп, — тет вӑл, хӑйӗн тӗлӗнмелле сӑн-пичӗпе мана ыррӑн йӑл кулса пӑхса. Самани хӗсӗнсех килчӗ ҫав! Тепӗр пӗр-икӗ ҫултан ӑҫта ҫити асса кайӗ-ши вӑл, шуйттан хӑй те пӗлсе ҫитерес ҫук… — Мӗн унта? Ҫав тери хитре хӑй, сӗт пек шурӑ, ҫӳҫӗсем — йӗтӗн сӳсӗ пек, куҫӗсем те кӑвакрах, ырӑ куҫсем. Отряд членӗсем хушшинче ҫакӑн пек ҫынсем те пулнӑ: хӑйсем тӗллӗн каяс пулсан, вӗсем ҫавӑнтах каялла ҫаврӑнса каятчӗҫ ӗнтӗ. Манӑн вырӑн урӑх вагонра, ҫавӑнпа та эпир Катьӑпа Бубенчиковсене аякран ҫеҫ пуҫ таятпӑр. Эсӗ вӗсем валли кукӑль тухатласа пӗҫер — акӑ мӗн тумалла санӑн! Сасартӑк пурте чарӑнчӗҫ. Пирӗн пата пӗлӗт ҫинчен ангел… — тесе кӑшкӑрчӗ старик. Ҫапла вӑл икӗ сехет ларнӑ. Пур урокра та пӗр япала ҫинчен вӗренеттӗмӗр. Никампа калаҫмалли те ҫук… Ҫав ҫӗкленӳпе вӑл пӗр тан пынӑ, ӳкмен, ун ҫинче тытӑнса тӑнӑ. Эпир пурнӑҫшӑн кирлӗ учрежденисемпе предприятисене ҫеҫ хӑваратпӑр. Господин Шульц, госпожа Шульц тата вӗсен вун ҫичӗ ҫулхи хӗрӗ Лотхен хӑнисемпе пӗрле ӗҫсе-ҫинӗ, ҫынсене хӑна тунӑ тата кухаркӑна пулӑшнӑ. Пӗтӗмпех намӑса кӗнӗ Ситников хӑйӗн кучерӗ ҫине пӑхрӗ, анчах лешӗ чӑпӑрккине пичеври лаша хӳри патӗнче вылятса кӑна ларать. Урайӗнче персин ытарма ҫук кавирӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫавӑнпа ура сасси те илтӗнмест; авалхи люстра маччаранах ҫакӑнса тӑрать; хаклӑ йышши шурӑ теттесене, темӗн чухлӗ кирлӗмарсене, пӗрре те пӗлмесӗр мар пуҫтарса илсе, зал тӑрӑшшӗпех вырнаҫтарса тухнӑ. Ҫапла кун иртрӗ. Темскерле «вулакансем» такама унта вӗлересшӗн пулса, таҫти чутун ҫула сиктерсе яни вӑл мана интереслентермерӗ, анчах эпӗ ҫылӑх каҫарттарнӑ чухне пачӑшка мӗн ыйтнине, гимназист подвалта вуланине, Смурый «тӗрӗс кӗнекесем» ҫинчен каланине астуса илтӗм, тата кукаҫей мана хура кӗнекеҫӗсем — фармазонсем ҫинчен каласа кӑтартнисене астуса илтӗм: — Пилленӗ патша Александр Павлӑч чухне дворян таврашсем, хура кӗнеке таврашӗпе фармазонство еннелле ҫавӑрӑнса кайса, пӗтӗм Россия халӑхне Римри папа аллине сутма шутланӑ, езуитсем! Летчик килнӗ-ҫке! Мӗнпе вараласа пӗтертӗн-ха? Кӗскен каласан, эпир ҫула питӗ йӗркеллӗ тухрӑмӑр; пӗр нумаях пулмасть юсана пӗчӗк кӗпер ҫинче ҫеҫ повар ларса пыракан урапа тӳнсе кайрӗ те, ӑна кайри кустӑрма хырӑмӗнчен хӗстерсе лартрӗ. Вут ҫути вӗсен санӗ-пичӗсене ҫутатса тӑчӗ, хулӑн йывӑҫ вуллисемпе йӑлтартатакан симӗс курӑк ҫине тата виноград ҫулҫисем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫута ӳкрӗ. Тухатланӑ кукӑле Джима паратпӑр Ку ӗҫе ҫапла майлаштарнӑ хыҫҫӑн эпир картиш вӗҫӗнчи ӑпӑр-тапӑр купи патне кайрӑмӑр, унта кивӗ атӑ-пушмак, ҫӗтек-ҫурӑк тумтир, ҫӗмрӗк кӗленчесем, шӑтӑк савӑт-сапа тата ытти ҫавнашкал кивкирӗк йӑваланса выртать. — Анчах эп ҫакна ҫеҫ сана сӗнесшӗн: тухса кайсамччӗ кунтан. Йӑнӑш пулчӗ вӗт-ха. «Пилигрим» Ҫӗнӗ Зеландирен тухнӑранпа икӗ уйӑх ытла ӗнтӗ. Шотландин колонине тума авантарах вырӑн шыраса, эпир вунтӑватӑ уйӑх хушши Лӑпкӑ океан тӑрӑх ҫӳрерӗмӗр. Ку вӑл, пӗр-пӗр оранжерейӑра ӳснӗ сирень турачӗ, ҫак таркӑн ял-йышӑн йӗпе те сивӗ ҫӗрпӳртсенче хӗл каҫнӑ ҫыннисем пекех, шуранка та имшеркке пулнӑ. Вӗри апат кунне пӗрре ҫиетпӗр. Кукӑр сӑмса решетке ӑшне лӑпкӑн та мӑннӑн утса пырать; темле, никам манерлӗ те мар сӑнчас таната умӗнче нумайччен вӑрӑм сӑмсине пӑркаласа, хулӑм хӳри ҫине тайӑнса ларать; вӑл яланах кӑсӑясем хыҫҫӑн ҫӳресе йывӑҫ вуллисем тӑрӑх улатакка пек чупать. Улӑштарнишӗн ӳкӗнместӗн-и? — тесе ыйтрӗ. Анчах ҫапах та, эпӗ Сашка Б… пек господинпа, полковникпа, флигель-адъютантпа ҫапла ҫывӑх ҫынсем пек «эсӗ» тесе калаҫнинчен Андрей, управляющи, питех те тӗлӗнет пулӗ тесе шутлатӑп… Юлашки темиҫе уйӑх хушшинче вӑл пит те хытӑ улшӑнса, ӳссе ҫитӗннӗ хӗр пекех пулса тӑнӑ. Икӗ хура вӑрӑм ҫивӗте ҫеҫ вӑл нумай пулмасть шкулта вӗренекен хӗр пулнине аса илтернӗ. Ывӑнса ҫитнӗ кӑвак мустанга вӑл каллех шпорӑпа тӗртсе илет. — Ман туя. — Капла тусан выльӑх-чӗрлӗх те, чӑх-чӗп таврашӗ те тӗрӗсрех упранӗ. Анчах бассейна мӗнле кӗрсе каяс? Сылтӑм урин пӳрнисем те атӑ ӑшӗнче лайӑхах хускалаҫҫӗ. Полк командирӗ пуринчен малтан чупса ҫитрӗ, самолёт ҫунатти ҫине вӑшт ҫеҫ сиксе хӑпарчӗ те, колпака уҫса шалалла пӑхрӗ. — Анчах манӑн шуйттан аттисем шӑтӑк иккен! Ытлашши калаҫсах кайман салху сержант Андрее пӗрре курсах кӑмӑлларӗ. Вӑл лашине ҫапнӑ; мӗскӗн выльӑх малтан юртӑпа кайнӑ, анчах часах ывӑнса ҫитнӗ, чӗрӗк сехетрен мӗскӗн Владимир мӗн чухлӗ хӑваланӑ пулсан та, утӑпа анчах кая пуҫланӑ. Ытах ухмахсем пулмасан, ҫак чӑнах та тӗрӗс пулмалла… Вӗсем листовка пичетленӗ, ҫав листовкӑра вӑл шпион пулни ҫинчен асӑрхаттарнӑ. — Эсӗ хӑвӑн ӗҫӳсене кама та пулин кӑтартса пӑхнӑ-и-ха? Ҫавӑн чухне ман ура патне пӗр фотографи ӳкерчӗкӗ тухса ӳкрӗ. Кукуруза пухасси е чура тытасси, тырӑ пухса кӗртессипе тӗрлӗрен ытти сунар пекех, пӗр паллӑ вӑхӑтра пулса пырать. Кайран мӗн тума пӗлтӗр-ха эсир? Замокӑн кӗпер ҫинче ларакан аялти хучӗ ҫунать. Вӑл ӗнтӗ кайма та хатӗрленнӗ-мӗн, анчах та пӗр сасӑ илтӗнсе кайни унӑн шухӑшне улӑштарса пӑрахнӑ, алӑк е чӳрече уҫӑлса кӑриклетни илтӗннӗ. Капитанран та мала иртсе кайнӑ. Ку документ чӗлхи — кӑнтӑр енчи пӗр-пӗр чӗлхе, ун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Халь ӗнтӗ куратӑн-и? Малтанах ку пурнӑҫ ӑна хӑйӗн астарса яракан чарусӑр та намӑссӑр сӑмахӗсемпе тата туйӑмӗсемпе тӗлӗнтерчӗ, — ун ҫинчен вӑл унчченех илтнӗччӗ, анчах куҫпа тата та ытлараххине курчӗ: ку пурнӑҫра пӗтӗмпех ытлашши чарусӑр та ирӗклӗ пулнӑ, пӗтӗм ирсӗрлӗхпе намӑссӑрлӑх йӗрӗнмелле уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ, ҫав намӑссӑрлӑх ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑсем юрланӑ, Зинаидӑпа унӑн юлташ-хӗрӗсем ҫав намӑссӑрлӑха — юрату тенӗ, ҫав намӑссӑрлӑхра темле ҫивӗч, йӳҫӗрех эрехрен те хытӑрах ӳсӗртекен япала пулнӑ. Тупӑкри пекех пӗр хускалмасӑр выртать, чӑн-чӑн вилнӗ ҫын ӗнтӗ хӑямат. Тахҫан иртсе кайнӑ япалана аса илчӗ те йӑл кулчӗ; ҫавӑнтах вара ҫапла шухӑшларӗ: «Ҫук, мана ку «тӑшман», Варюха, патне ҫывхарма юрамасть. Каштанка аяккалла сиксе ӳкнӗ, пӗтӗм тӑватӑ ури ҫине лӑпчӑннӑ та, сӑмсине кушак аҫи патнелле тӑсса, хытӑ ҫухӑрса вӗрме тытӑннӑ; ҫав вӑхӑтра хурӗ хыҫран пынӑ та ӑна хӑйӗн сӑмсипе ҫурӑмӗнчен ыратмаллах сӑхса илнӗ. — Каҫма ҫав. Паянлӑха кан-ха, ыран эпир ишсе кайӑпӑр, — терӗ пичче. Павка сиксе тӑчӗ. Хӗрарӑм хӑвӑрттӑн, куҫӗсене ҫуйхантарса, калаҫнӑ. — Елавка таврашне. Сехӗрленсе ӳкетӗн, анчах йӗрме вӑхӑт та ҫук; тепӗртакран пӑхатӑн та — вӑл кӑмӑллӑн кулать. — Полярти пурнӑҫ ҫинчен каласа парасса кӗтетпӗр. Ун пеккине пурнӑҫ кирек ӑҫталла ывӑтсан та, вӑл кушак пек, пурӗпӗр ура ҫине тӑрать. — Сывӑ пултӑр республика! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ салтаксем харӑссӑн. Платье тавраш-и? Иудӑсем анчах тӑрса юлнӑ, вӗсем те пулсан — начаррисем кӑна. Пирӗн карап экипажне ҫӗнӗ ҫынсем илмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен матроссем хушшинче чирлисем нумайччӗ. Николай Антоныч… Катя калаҫма чарӑнчӗ. Пире эс часах кирлӗ пулатӑн! — кӑшкарчӗ Эмексиз, хӑй ҫавӑнтах, хӗрача чупса тухасран хӑраса, ӑна туртса илчӗ те арман ӑшне шаларах тӗксе ячӗ, унтан Топал-Хасана пулӑшма васкарӗ. Пулемётсем персе, утлӑ ҫара пӳлсе тӑнӑ. Дегтярев чӗтрекен аллисене пусса кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленчӗ те, пур пек вӑйне пухса хытӑрах кӑшкӑрчӗ: — Эй, ҫынсем! Ӗҫе пырсан, вӗсем ӳркеннине кура, вӑл соколок, кӗреҫе ярса тытатчӗ те: «Пикенсерех ӗҫлӗр, ачасем, пикенсерех ӗҫлер!» — тесе кӑмӑллӑн кӑшкӑркаласа, хӑй тӗлӗнмелле ӗҫлеме тытӑнатчӗ. Эсӗ мӗн, Хомутов, шӑлна йӗрсе ларатӑн? Эппин, доктор, эпир ӑна борнӑй кислотапа ҫума хушӑпӑр, вара… Анчах, Трилли, аплах ан пӑлхансам ӗнтӗ! Манӑн хамӑн та ачасем пурччӗ, ҫунса кайрӗҫ… «Унта пирӗн курӑк мар, ҫара хыт хура та тӗрлӗ талпиҫен, ҫавӑнпа ӑна силослӑх ҫулма йышӑнтӑмӑр». Кала, мӗн тума тӑратнӑ сана поста? Пар-ха лайӑхрах!.. Халӗ Раҫҫейре ҫав процент ик-виҫ процентран та иртмест-и тен. Мана паян тӑватҫӗр грамм, тивмелле. Вӗлермесӗр пурӑнма май ҫук-шим вара? Манӑн атте унӑн кӑмӑлне кайнӑ: мӗн тӑвас тетӗн-ха ӗнтӗ? Эпӗ сана кӳрентерместӗп, сан пирки никама та каламастӑп. Эпӗ пурне те каласа пама пултарсан… Юрать! Мана ҫапла ҫырма леш енче Гирей-хан саклине илсе кӗчӗ те: суйласа ил кирек хӑшне, тет. Кӑмӑлӗ те ҫемҫелсе кайрӗ. — Мясник, — тесе хушрӗ Кукушкин, анчах Панков татӑклан каласа хучӗ: — Вӑл ытлашши ӑслах пулни курӑнмасть. Тен ҫав килйышлӑ ҫуртра хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи мӗлки ҫӳретчӗ пулас-ха. Унтан вара эпӗ унӑн ашшӗне нацилле геройсен шутне кӗртме тӑрӑшса, ӑна пӗтӗм тӗнче пӗлсе тӑтӑр, тесе тӳррӗн ӗҫлерӗм. Унта, хӑмасем ҫинче, ҫӗр те каҫӑпӑр. — Тӗрӗс мар ҫав. Вӑл мана кашни кун пуҫҫапма хушнӑччӗ — вара эпӗ кирек мӗн ыйтсан та, турӑ парать имӗш. Тӗрӗссипе каласан, темӗнле ӗмӗт пулнӑ пек туйӑнсан та, унӑн нимӗнле ӗмӗт те пулман. — Тен, пистолетне вӑл, хӗҫпӑшалсӑр ҫынна вӗлересрен хӑраса аялалла антарнӑ пуль? — терӗ Мартини. — Нина Капитоновна, — ыйтрӑм эпӗ, — тен, сире мӗн те пулин кирлӗ? — Рита! — терӗ вӑл хурланса. Анчах эпир сирпӗнсе тухмалли шӑтӑк хӑшӗ пулмаллине эпӗ малтанах пӗлсе илме тӑрӑшрӑм. Хӗрарӑма юратни! Мӗн чухлӗ ытларах ҫывӑхартӑм эпӗ чӑх ури ҫинчи ҫурт патне, ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрӑх ӳссе пычӗ манра ӑнланса пӗтерме ҫукла тунсӑхлӑ канӑҫсӑрлӑх. Эсӗ кушакла макӑрса яма манмастӑн-и? Ҫавӑнпа та, манӑн ырӑ кӑмӑллӑ тусӑм, сана чун савни тупса пӗрлешме канаш паратӑп, вара санӑн салху туйӑмусем ҫийӗнчех сирӗлсе кайӗҫ. Ҫул ҫинче ачасен пӑхса савӑнмаллисем татах та нумай пулчӗҫ. Анчах ытлашши тӗлӗнмелли вӗсем нимех те тупмарӗҫ. Пӗр иккӗленӳсӗрех, ку Америка континенчӗн пӗр-пӗр сӑмсахӗ ӗнтӗ. Акӑ ҫӑраҫҫи те, атте патне телеграмма янӑ хыҫҫӑн илнӗ квитанци те ҫумрах. Сергей ман тӗлӗшрен йӗрӗнмелле усалччӗ; вӑл ман сӗтел ҫинчен чайни приборсем илсе, буфетчик куриччен вӗсене пассажирсем умне лартса панисене эпӗ темиҫе те асӑрхарӑм. Эпир Таньӑна чӑнласах юратрӑмӑр: урӑх пирӗн никам та ҫукчӗ. Эсӗ мӗн капла тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах килнӗ? Манӑн тарҫӑ, апат хатӗрлекен те сунарти юлташ — вӑрманпа пиҫнӗ Ярмола, вутӑ ҫӗклемӗ йӑтнӑскер, пӳлӗме пӗкӗрӗлсе кӗрсе тӑчӗ те пуленккисене ҫӗре кӗмсӗртеттерсе пӑрахрӗ, шӑннӑ пӳрнисене вӗркелерӗ. Вӗсем сирӗн тӑшмансем пулчӗҫ, сире ҫӗнтерчӗҫ. — Хӑрамалла! — тесе каласассӑн, пурте пуҫӗсене сулласа:— Аха! Куратӑн-и? — теҫҫӗ. Елена хӑй пӗлмен ҫӗнӗ сӑмахсене хӑраса та хисеплесе итленӗ, Катя ҫине тинкерсе пӑхнӑ, вара унӑн тискер кайӑкӑнни евӗр ҫиҫсе тӑракан хура куҫӗсем, хӗвелпе пиҫнӗ аллисем, хулӑн сасси, ҫурӑлса пӗтнӗ кӗпи те Еленӑшӑн ыттисенчен уйрӑлса тӑнӑн, кӑштах таса сывлӑш пек пулнӑн туйӑннӑ. Анчах ыттисем кулянса салхулланни ун ҫине те куҫрӗ. — Мӗн лайӑххи ӗнтӗ! — шикленнӗн, ҫӳҫенсе хирӗҫ тавӑрчӗ Гаврила. Е акӑ сасартӑк темиҫен ҫӗклентерсе яраҫҫӗ. Юрӑ хум пек вӗресе хӑпарать; вӑйлӑрах, хытӑрах илтӗнет. Вӑл пирӗн чул тӗрмен нӳрлӗ; йывӑр стенисене хускатса сирнӗн туйӑнать. Ҫав вӑхӑтрах пурте пӗлеҫҫӗ: шӑп кӑна ӗнтӗ ҫакӑн пек ӗҫсем тунӑ чух, уйрӑмах музыка урлӑ, пирӗн обществӑра аскӑнла ӗҫсен ытларах пайне тӑваҫҫӗ те. Куратӑп, лайӑх салтак. Вӑл виҫҫӗмӗш хут ҫаврӑнма пуҫларӗ. Халӗ яхта ишсе пыракан Инди океанӗн шывӗсем Австрали материкне чӳхентерсе тӑраҫҫӗ. — Авланма! — терӗ вӑл хӑрӑлтатакан, тӗлӗннипе хӑрӑлтатакан сассипе, хӑйӗн тӑртанса тӑракан аллисене хырӑмӗ ҫине хурса. Карап рулевоя лайӑх пӑхӑнса пычӗ. Эпир фоканираль ҫинчи рифсене илнӗ пулин те ҫил парӑса ҫурса пӑрахрӗ. Вара эпир рея антартӑмӑр, ун ҫинчен парӑспа пӗтӗм такелажа илтӗмӗр. — Мӗ-ӗн?! Вӑл хӑйӗн йывӑр шӑпипе килӗшет, иртмеслех пусса тӑракан пӗр виҫеллӗ тунсӑхӗ, — ытлашши ҫивӗччӗн палӑрмасть пулин те, унӑн пурнӑҫӗнчи яланхи сӑн-сӑпат пулса тӑнӑскер, — халь ӗнтӗ кӑштах чакса пырать темелле. Тулӑклӑ командир салтакран иртсе кайма ҫуккине лайӑх чухлать. Аррелано пӗрре ӑна ҫурҫӗр тӗлӗнче наворнӑй касса умӗнче тӗл пулнӑ. Мӗншӗн эсӗ мана пӗтерес тетӗн? Ашшӗ мӗн каланине начартарах ӑнланчӗ пулмалла вӑл. Хӑшпӗр предметсемпе мана та ыйтусем паркалаҫҫӗ, анчах эпӗ япӑх пӗлетӗп, профессорсем, ахӑртнех, эпӗ пӗлменнине кукамайран пытарма тӑрӑшаҫҫӗ, ҫакӑ мана пушшех те иментерет. Малтан вӗсем енчен еннелле хӑравҫӑллӑн ҫаврӑнкалакан хӳтлӗхсӗр хӗре ним шарламасӑр, сӗмсӗррӗн кӑна тинкере-тинкере пӑхнӑ-ха. — Пур теорисем те калаҫҫӗ, тетӗн-и? — терӗ профессор, ӑшшӑн пӑхса. Хӑй ӗҫӗшӗн хыпса ҫунаканскер, Кузьмичов яланах — ҫывӑрнӑ чух-и унта е чиркӳре «Иже херувимы» юрласа кӗлтунӑ чух та-и — вӗҫсӗр суту-илӳ ҫинчен шухӑшлать, ӑна пӗр самантлӑха та манӑҫа хӑварма пултараймасть; халӗ те тӗлӗкре вӑл, ахӑртнех, ҫӑм миххисемпех, лавсемпех, тавар хакӗсемпех, Варламовпах аташать пулӗ-ха… Лось реостатсем патнелле ыткӑнчӗ: — Лекрӗмӗр, Алексей Иванович, туртӑнатпӑр, ӳкетпӗр. — Эп туртмастӑп, — лӑпкӑн кӑна ответ пачӗ Алексей, малтанхи пекех выртса. Вӑл, тӗлӗкри пек, тайкаланса, тӗрексӗр утӑмсемпе утса тухрӗ… Эпӗ кӗтесрен тухрӑм та калаҫнине итлеме алӑк патне пытӑм. Ҫавна илтсен хӗрарӑмсем ҫиленсе макӑрас патнех ҫитетчӗҫ; арӑмӗ урипе тапса, каҫса кайсах кӑшкӑрать: — Ун умӗнче ҫавӑн пек калама юрать-и вара, вӑрӑм ҫӳҫлӗ ухмах! — Эсӗ ан пӳл-ха, Андрей! Эпӗ партин кирек хӑш приказне те пӑхӑнатӑп, анчах халӗ, хамӑн тӑван партие хирӗҫ пыма шухӑшласа калаҫасшӑн мар эпӗ, ӑна ырӑ тӑвасшӑн калаҫатӑп! Ҫулҫӳревҫӗ каллех калаҫма пуҫларӗ: — Эсир Дольре ҫапӑҫу пырать, терӗр пулас? Фонтанӗсем ҫаплах мӗнпур вӑйпа тапса тӑчӗҫ, насусӗсем те шутсӑр хытӑ ӗҫлерӗҫ. Ҫавӑнпа та генерал-аншеф Троекуров, хӑйӗн прошенийӗпе пӗрле хӑй ашшӗне Спицын туса панӑ ӗҫлӗ хута парса, Дубровский аллинчӗн вӑл законсӑр тытса тӑракан имение туртса илсе, пӗтӗмӗшпех законнӑй хуҫине — Троекуров аллине пама ыйтать. Ҫамрӑк гуигнгнмсене сӗт те хӑшпӗр чухне анчах ӗҫтереҫҫӗ. Хӑйӗн малтанхи утӑмне хӗр пӗлет, пурнӑҫран тата мӗн илме май пуррине кайран хӑех курӗ-ха… Вӑт йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн сывлӑш ҫавӑрса илнӗ пек йывӑррӑн та кансӗррӗн сывласа илчӗ те тавралла пӑхрӗ. Ҫурҫӗр енче Пиронги сӑрчӗн тӑрнашки пӗлӗтелле ҫӗкленет; кӑнтӑрта — вутпа хыпса илнӗ Тонгариро кратерӗ курӑнать. Заманов ҫыру тавӑрса панӑ каҫран вара комитет ларӑвӗ яланах урӑх вырӑнта пулса иртет. — Пӗлетӗр-и-ха эсир, Бенедикт господин, — асӑрхаттарчӗ Халл капитан, — ҫак сӑмахсене Франклинччен нумай малтан тепӗр ҫын каланине? Пире чи малтан политикӑлла ирӗклӗх кирлӗ, тепӗр сӑмахпа каласан, пирӗн хамӑр ҫӗрпе хамӑр шӑпасен чӑн хуҫи пулмалла. Мӗнле пурнӑҫ? Баймакова пӗтӗм хула, пилӗк чиркӳрен пынӑ пупсем хисеплӗн чысласа пытарчӗҫ. Ӑна эпир Григорий Александровичпа иксӗмӗрех иртӗхтерсе ятӑмӑр пулас. Сан ҫине хӗвел те пӑхать, турӑ та сана лайӑхрах курать, — юрӑ та лайӑхрах шӑранать. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн художник сасартӑк чӗтресе ӳкрӗ, шуралса кайрӗ; ун ҫине тӑратса хунӑ пир хыҫӗнчен пуҫне кӑларса такамӑн шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек чалӑшнӑ сӑнӗ пӑхать. Халь вӑл кухарка чӗнмен, пиҫиххине каланӑ, унӑн вӗҫӗсене пиҫиххи хушшине чикнӗ те: — Капла ӗнтӗ тухаймӑн! — тенӗ. Пӗри тухса сӑмах калать, ыттисем итлесе лараҫҫӗ, эсир авӑ, пурте пӗр харӑс кӑшкӑратӑр та нимӗн шуйтанне те ӑнланса илме ҫук! — Пӗри сӑмах каланӑ чухне кам та кам тепри ҫӑвар уҫать, ҫавна, туршӑн та, ак ҫак алӑк кӗлипе лӗпки урлӑ туртса ҫапатӑп! Пӗҫҫи-каҫҫине чарса пӑрахсах вырттӑр вара! Мӗн эсир, сержант юлташ, ҫав лапшана аса илетӗр! Чыхӑнмаллаччӗ ун ҫавӑн чухне ҫав лапшапа! Ҫак кунран пуҫласа сарӑ питлисем Атлантсен юн шӑршине илтеҫҫӗ те ҫемҫе кӑмӑллӑхне урӑхран кӑтартмаҫҫӗ. Амӑшӗ тем ҫинчен пӗлтересшӗн пулчӗ. Павка тӳрех ӑнланса илчӗ — уҫса пӑрахнӑ кантӑк витӗр Артём пиччӗшӗн сарлака ҫурӑмӗ курӑнать. — Хм?.. юрать… — терӗ Очумелов хаяррӑн ӳсӗрсе, куҫхаршисене вылятса. — Сирӗнтен халлӗхе мӗнле те пулсан хушусем пулмаҫҫӗ-и? Никам та мар, эсир вӗт мана, калаҫма вӗрентнӗ. Шухӑшлас та, аса илес те, кӗтес те килмест. Елена вӑрттӑн пуҫне сулкаласа илчӗ; кил хуҫи вӗсене пӗр-пӗринпе паллаштарни кирлӗ мар, терӗ пулас, Инсаров вара, юлашки хут Еленӑна куҫран пӑхса, тухса кайрӗ. Сцена ҫинчи артистсем тумӗсене улӑштарса тӑхӑнма тытӑнчӗҫ, хӑйсене тав тума пуҫтарӑннӑ тусӗсемпе кӑмӑллӑн калаҫрӗҫ. Штурвальнӑйӑн руля ҫеҫ ҫавӑрмалла, вара «Дункан» яхта, Консепсиона кайнӑ евӗрлех, Калькуттӑна та ҫӑп-ҫӑмӑлах ишсе кайӗ. А сире, тинӗс ҫинче уҫӑлса ҫӳрекенсене, пурпӗр… Ҫын ун ҫине уҫҫӑн, ырӑ кӑмӑллӑ пӑхать. Бенедикт пичче ун ҫӑмламас урисем хӑйӗн сӑмси ҫинче вӗтӗртетнине туйса тӑчӗ. Шыв ҫинчен вӗсен хыҫӗпе пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни, улани ҫӗкленсе пынӑ. Вӑл Николай Антонычӑн ассистенчӗ. Тӑлӑх Дикӑн чӗри тавпа тулнӑ, вӑл, пӗр шутласа тӑмасӑрах, кирлӗ пулсан, хӑйне вӗренме пулӑшнӑ ҫынсемшӗн пурнӑҫне панӑ пулӗччӗ. — Юрать, эпӗ сана кӑтартатӑпах! — терӗ те Лантенак, хӑйӗн канонирӗсем енне ҫаврӑнса: — Картечьпа авӑрлӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ. — Сталина-и? — ыйтрӗ тепӗр хут Ступина. — …сан ҫинчен, Юрий, сан ҫинчен те, Аннушка. Унтан каллех чарӑнса тӑчӗ. Ӑссӑр Учкурсем тӳрем-сӑртлӑхран малтанхи хут аннӑ кунранпа ҫӗр ҫул иртет. Анчах каяс пулать: ӗҫ пулӗ, хаклӑ юлташӑмсем! Туйисемпе пӗр пекреххӗн сулкаласа, пирӗн ҫине куҫ хӳрипе кӑна пӑхса илсе, вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри йывӑррӑн майӗпен малалла утаҫҫӗ, ҫав хушӑра ак мӗн ыйтса пӗлес килчӗ ман: ӑҫта, мӗн тума каяҫҫӗ вӗсем? нумая тӑсӑлать-и вӗсен ҫулҫӳревӗ, вӗсен мелкисем хӑйсен ҫулӗ ҫинчи ҫӳҫен вӑрӑм мӗлкисемпе час пӗрлешеҫҫӗ-ши? Хӗвел ҫӗре типӗтнӗ, турӑ амӑшӗ вара хайхи пытарнӑ вӑрлӑха ҫӗре акнӑ. — Ялавна пӑрах, Павел! — терӗ Весовщиков салхуллӑн. Ҫирӗм ҫичӗ ҫынран «хӑваласа кӑларассишӗн» ҫирӗм виҫҫӗн сасӑларӗҫ. Иккӗмӗш ҫын — пӗр стакан оршад, виҫҫӗмӗш — ҫур кӗренке канфет ыйтрӗ. Шурӑ тӗс — сивӗ юр тӗсӗ, ҫӳлте-ҫӳлте шӑвакан пӗлӗтсен тӗсӗ, мӑнаҫ та нимӗнле пурнӑҫсӑр ҫӳллӗ ту тӑррисен тӗсӗ… Вӑл хӑйне-хӑех шӑвӑнать пек туйӑнать, мӗншӗн тесен таврара ҫил вӗрни те туйӑнмасть. Сывлӑш текех тӑрать. Хӑвӑртрах! Стайка лӑплантарма пӑхать ӑна, вӑл ҫаплах ахлатса йӗрет. Иртнине манар. — Эпӗ нимӗн те ӳстерсе каламастӑп, — вӗриленсе кайрӗ географ. Шӑлаварпа аттисене тӑхӑнса ячӗ, сывлӑшне ҫӑта-ҫӑта, тӗксӗммӗн пӑхса тӑракан Яков Лукича ҫапла каласа хӑварчӗ: — Ыран килсе виҫсе пӑхӑп ӗнтӗ. Ҫуркуннепе ҫулла вара, клубра ларас килмен чухне, Ольховка ҫамрӑкӗсем ҫак хурӑнсем айӗнче хӑйсен каҫхи вӑййисене ирттерме юрататчӗҫ. Чӑн сӑмах парса Мана, тӗрӗсрех каласан пире пурсӑмӑра та, вӑрман хӗрринче янраса кайнӑ уҫӑ та хытӑ сасӑ вӑратрӗ, алӑк патӗнче тӗлӗрсе тӑракан часовой та сиксе тӑчӗ. — Тарма хатӗрленместӗп эпӗ, ҫапӑҫмастӑп, — мӗн тума ҫыхмалла мана? Никодим пуп та, алтарь тӑрӑх пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре ҫитсе, лешсемпе пӗрле аптраса ҫӳрерӗ. — Пыр. Пӗтӗм кил-ҫуртне, пӗтӗм пурлӑхне, пӗтӗм хуҫалӑха арӑмӗ туяннӑ, пур япаласем те вӑл ӗҫлесе тӑрӑшнипе ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ. Тӑсланкӑ Джон мана хам малтан тара тытнӑ ултӑ е ҫичӗ ҫынтан хӑш-пӗрисене кӑларса яма канаш пачӗ. Артур пуҫне ҫӗклерӗ. Унӑн ҫан-ҫурӑмӗ чӗтресе илчӗ. Уншӑн мӗн? Паллах, сӗм вӑрманта ҫакнашкал ӑнланмалла мар майпа тарӑн кӗртсем тӑрӑх кӑпшанкӑ хӑвӑртлӑхӗпе ҫеҫ шӑвакан, ир пуҫласа каҫчен пилӗк километртан ытла каяйман ҫынна кам та пулин аякран курса тӑракан пулсан, вӑл ҫын питӗ тӗлӗннӗ пулӗччӗ. Алвиш хӑйӗн пӗр пин долларне илме килӗшӗ, унти португали влаҫӗсем пире пулӑшу парӗҫ, хӳтӗлӗҫ. — Ҫӗр пин хут патакпа ватӑ путсӗре пуҫӗнчен! — кӑшкӑрса ячӗ Геркулес. Мӗнле чӗрчун — аи е урӑх мӑранкка — ҫакӑн пек йӗр хӑварнӑ-ши? — Пулма пултараймасть! Юлашкинчен вӑл вӑрҫӑ пирки ҫителӗклӗ таранах итлени ҫинчен каласа пачӗ. Салтакӗсем пурте салху, пӗри те нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Шуйттан патне кай!.. — сасартӑк кӑшкӑрчӗ те Челкаш, хӑйӑр ҫине тӑрса ларчӗ. Вӑхӑт майӗпен шӑвать, аукцион ҫаплах пырать-ха, юлашкинчен йӑлтах сутса пӗтерчӗҫ — масар ҫинче ҫеҫ пӗр пӗчӗк касӑк ҫӗр сутмалли юлчӗ. Кам мӗнле мӑшкӑлас тенӗ — ҫапла мӑшкӑларӗҫ ӗнтӗ, ҫӗрҫӑтмансем. Ҫурри вилнӗскерсене вӗсене камерӑсене илсе пычӗҫ. Йӑрӑ ача, аппӑшӗ темӗн чул каласа тӑнӑ ҫӗртех, пӗрмаях пуринчен малтан вӗҫтерсе пырса, пуринчен малтан персе ярать. Чӑланӗ тӗттӗм унӑн, япала-мӗн пытарса тытатчӗ вӑл унта. Тӗшмӗше ӗненекен Муана, ҫак талантлӑ артист вӑййин тыткӑнне лекнӗскер — урӑхла калама сӑмах та тупаймӑн — хӑйпе хӑй те хуҫа мар. Аса илетӗп те — суккӑр ҫын пекех нимӗн те курмастӑп! — Пӑшалсем илме заказ парӑр, — тенӗ вӑл тепӗр хут. Эпир, хай, унӑн чыслӑ хӑнисем, президиумра, юбилярпа юнашар ик енчен те ларса тухрӑмӑр. Мак-Набс Австралине, икӗ шыв тумлакӗ евӗрлех Америке мая килет тет, анчах Паганель часах ҫӗрӗн пичӗ улшӑнать, тесе пурне те шантарать, вара эсир чӑн-чӑн тӗлӗнмелле япаласем куратпӑр тет. Хӳшӗре тем ҫинчен канашлама тытӑнчӗҫ, пирӗнтен вӑрттӑн пӗр-ик сехет хушши пӗр чарӑнмасӑр пӑшӑлтатрӗҫ. — Сирӗн преосвященствӑна мӗнле килӗшет. Хама тӳрре кӑлармашкӑн ҫакна калама кирлӗ: эпӗ король ыйтӑвӗсене нумайӑшне хирӗҫ пит чеен каламасӑр пӑрӑнса иртсе кайрӑм, хамӑн ответсенче пурне те чӑнлӑх тӗп-тӗрӗс тума хушнинчен епле те пулин усӑллӑрах енӗпе кӑтартма тӑрӑшрӑм. — Ҫакӑн пеккишӗн вӑхӑт ирттермелле пулман… — Вӑл кирлӗ сӑмаха ҫийӗнчех шыраса тупма пултараймарӗ. Ҫӗлӗкӳ те пулин ҫук! — Акӑ епле, — тенӗ Лиза, — улпутсем вӑрҫса пурӑнаҫҫӗ, тарҫисем пӗрне-пӗри хӑна тӑваҫҫӗ. Ӑна ман патра тӑраканнисем сутса ӗҫсе янӑ та айӑпне ман ҫине йӑвантараҫҫӗ. Чи малтан Юргин лейтенант сиксе тухрӗ. Ку вӑл хӗрӗхелле ҫывхарнӑ, кӑвакрах ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, ҫивӗч те йӑрӑ куҫлӑ, хӗвелпе пиҫсе хуралса ларнӑ арҫын пулчӗ — вӑрмансем, хирсем тӑрӑх ялан уҫӑ ҫӗрте ҫӳрекенсем кунашкал хуралма пултараҫҫӗ. «Ҫывӑрмасть Макар. — Йӑмӑку сан хӑв пекек хитре-и ҫапла? — Ҫапла эпир те ҫеҫенхирте ҫӗрле аташкалаттӑмӑр. Жид ҫавӑнтах алшӑлли илчӗ те, червонецсене унпа витсе хучӗ. Унтан эпӗ ҫав американецсен, мексиканецсен тата ыттисен ирсӗр банди ҫинчен каласа кӑтартрӑм; юрӑхсӑр Диаз ҫинчен те манса хӑвармарӑм, вӑл чи сиенлӗ ҫын пулӗ тетӗп. Ил ӑна. Ҫитменнине тата вӗсене шӑнасем аптӑратнӑ. Ай, ай, ай…» пуҫне суллакаласа, пӳрнисене чаркалантарса каларӗ жид. Павка та, кӑмӑле тулнипе, килнелле вӗҫтерчӗ. Разметнов енчӗк кӑларчӗ, чикарккӑ чӗркерӗ, анчах хӑй ҫак кунсенче кӑна хӗрарӑмсене кӑнтӑрла кӑмака хутма, арҫынсене урамра табак туртма чаракан постановлени кӑларнине аса илчӗ те, тарӑхса, чикарккине йӑваласа салатрӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр хыпар та пулчӗ. — Ҫак самантра Инсаров пуҫне ҫӗклесе Елена ҫине пӑхнӑ пулсан, хӑй тӗксӗмленнӗҫемӗн Елена пит-куҫӗ ытларах та ытларах ҫуталса пынине асӑрханӑ пулӗччӗ; анчах вӑл пуҫне ҫӗклемесӗр ҫӗрелле пӑхса тӑчӗ. Штурм умӗн эпӗ кӗҫех ун патне лекеттӗм. Юрать, тӑваттӑн пулчӗҫ эппин? — Кирек мӗн тӑвӑр эппин, анчах ку ӗҫ питӗ чӑрмавлӑ. Унтан проповедь те вулакаларӗҫ, чир-чӗртен сиплеме, юмӑҫ яма хӑтланчӗҫ, — пурне те пӑртакшар туса пӑхрӗҫ, анчах нихӑш енӗпе те ӗҫ кӑлараймарӗҫ. Каяр, тархасшӑн. Серёжӑна пуҫласа ку шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Эпӗ ҫакна мӗншӗн тунине хам та пӗлместӗп. — Ҫамрӑк ҫын пулнӑ пуль ӗнтӗ, — терӗ Малевский. — Комбат юлташ! — кӑшкӑрчӗ Хмелько. — Ну, кунашкал паллӑн пархатарӗ пур тейӗпӗр, мӗншӗн тесен вӑл хӑҫан та пулин пурнӑҫа кӗрӗ. Гленарвана юлташӗсем сӑмах чӗнмесӗр итлесе тӑраҫҫӗ. Вара вӑл валашкан икӗ айккине кӑмрӑкпа кустӑрмасем ӳкерсе хунӑ та, ӑна шыв хӗррине сӗтӗрсе антарса, шыв ҫине янӑ, хӑй пылчӑк ӑшне путса ларнӑ. Эпӗ мӗн ҫырнине чирлӗ ӑс-хакӑл пӑтраштарни тесе ан шутла, пачах урӑхла, ҫак минутра ман шухӑшӑмсем калама ҫук уҫӑмлӑ, хама та халичченхи пекех лӑпкӑ туятӑп. — Итле-ха, Костя, — терӗ те Лозневой, Костьӑна хулпуҫҫийӗсенчен тытса хӑй умне тӑратрӗ. Эпӗ хӗллехи тумтирсене тасатса хӑтланатӑп, вӗсене арча ӑшне вырнаҫтарса хума пулӑшатӑп, ҫулҫӑллӑ тапак туртатӑп, сӗтел-пукансем ҫинчи тусана тасататӑп, иртен пуҫласа каҫченех хама кирлӗ мар, кӑмӑла кайман япаласемпе аппаланатӑп. Ирпе сивӗччӗ, ҫил-тӑман хускалса кайрӗ. Архипов! — Эсӗ ӑна лайӑх пӗлсех калатӑн-и? Чаплӑ йӑхран тухнӑ ҫын тӗрмерен тарсан ют вырӑна тухса кайнӑ, теҫҫӗ. — Эхер те эпӗ ӑна питӗ юратсан… Хӗрача вӑл мӗн ӳкернине пӑхма хӑтланчӗ, анчах хӑй курасшӑн пулнине палӑртасшӑн пулмарӗ. Хӗрарӑм ун ҫине пӑхса илчӗ те шӑпланчӗ. — Шывне мӗн тытса тӑрать, асатте? Кӑнтӑрла, пӗр сехет тӗлӗнче, пӑшалсене леҫмелли вӑхӑт иртсен, нимӗҫ салтакӗсем вӗсене шутласа пӑхрӗҫ. Чӳлмекпе чӳлмек пырса ҫапӑнаҫҫӗ те — пӗр кӳренмесӗрех ик ҫӗрелле сирпӗнеҫҫӗ. — Мистер Джеральд, апла эпир мӗн кӗтсе тӑратпӑр вара кунта? Капла туни — авантарах. Вӗсем пурӑнатчӗҫ, анчах тӗллеве пурнӑҫлаймасӑрах вилнӗ пулӗччӗҫ; тӗллеве пурнӑҫлаччӑр тесен, туррӑн вара ҫӗнӗ ҫынсене ҫуратмалла. — Мӗншӗн-ха эппин чӗре систермест? Мӗншӗн пӗрре те вилнӗ пек туйӑнмасть? Вӑл кепкипе сӗлтсе илчӗ те урӑх ҫаврӑнса пӑхмасӑр кайрӗ. — Ну, акӑ, питӗ те лайӑх. «Суятӑн, эпӗ ухмахах мар вӗт. Мӗнле виле пытарни ҫинчен калаҫса тӑратӑн? Кунта мана никам та юратмасть, Сен-Жером вара мана пӗтерме тупа тунӑ. Бопре хӑйӗн ҫӗршывӗнче парикмахер, унтан Пруссире салтак пулнӑ, кайран роиr enre outcnite пулас шутпала, ку сӑмах мӗне пӗлтернине хӑй питех ӑнланман пулин те, Российӑна килнӗ. Хӑй вӑл лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Анчах ытла та ҫӑмӑлтайччӗ тата питӗ аскӑнччӗ. — Эпир часах курӑнӑҫӑпӑр, атте, чӑнах. Алӑкран Корчагин кӗчӗ. Вӗҫес, мотор чарӑнса ларичченех вӗҫес! Вӑрансан, хӗвел ӗнтӗ ҫӳле хӑпарнине кура, вӑл хӑраса ӳкрӗ: «Ирхи кӗлӗрен те, кӑнтӑрлахинчен те ҫывӑрса юлнӑ иккен эпӗ!» Турӑ шутлӑ тимӗрҫӗ кулянма тытӑнчӗ, турӑ мана юриех, хама хам пӗтерсе ҫылӑха кӗме шут тытнӑшӑн ҫиленсе, ыйхӑ ярса пачӗ пуль, хытӑ ҫывратса ярса, паянхи чаплӑ праҫникре чиркӗве каймалла мар турӗ пуль, тесе шухӑшларӗ вӑл. Вутӑ сарайӗн тӑррине улӑмпа ҫӗнӗрен витмелле. Тӑлмач илӗр те, — хушса хучӗ вӑл ҫамрӑк врача, — хӑвӑрт калаҫса татӑлӑр монашкӑсемпе. Анчах юлашкинчен вӑл ҫакна курчӗ, лайӑхах курчӗ: тӳшек ҫитти ҫук ӗнтӗ… — Усадьбӑра вӗсемшӗн тулӑх пулӗ те ӗнтӗ, — терӗ Кирила Петрович. Ту айнелле чӑнкӑн аннӑ май, экипаж ҫул касӑлчӑкӗсемпе шӑтӑк-путӑксенче вӑйлӑн та ҫемҫен сике-сике сулкаланчӗ. Хушамата калама пултараймастӑп. Манӑн паллакан ҫынсем нумай: Чехтарева статски советница, Палагея Григорьевна штабс-офицерша… — Белецкий, уҫӑр! Вӗсем мана хӑйсен капитанӗ (вӗсем ӑна ҫапла чӗнетчӗҫ) таварсене сутса пӗтернӗ хыҫҫӑн тахҫанах Мадагаскар патнелле кайнӑ май ҫул ҫинче тӗл пулакан пӗрремӗш ҫыран ҫине антарса хӑварма шутлани ҫинчен каласа пачӗҫ. Ку — Павел Власовӑн амӑшӗ! — хуллентереххӗн кӑшкӑрчӗ те тахӑшӗ, пурте — сасартӑках мар пулин те — хӑвӑртах шӑпланчӗҫ. Эпӗ сана вӗсемпе юриех паллаштарасшӑнччӗ, — тенӗ. Сӑмаха хӗрарӑм пуҫланӑ: — Кичем пулӗ-ҫке сире пӗр-пӗччен? — Сирӗн ӗҫ! — Мӗн тӑвас тетӗр ӗнтӗ эсир унпа? — терӗ вӑл. Эсӗ мана хваттер пар, вот лешне, тинӗс ҫывӑхӗнчи, ҫыран хӗрринчи урамри хваттере пар; манӑн ачана илсе килес пулать, тархасшӑн, ӑнлан эс! — Пур ҫав, вара ҫав чикӗ таран ҫитнӗ ҫын та ҫитес вӑхӑтра унпа мӗн пулассине пӗлмест. Хӑшӗ сирӗн? Тӗттӗмленсенех, кимӗ ҫине ларса, Иллинойс енӗпе тӑвалла ҫул тытрӑм. Анчах ӗҫ нумай ҫырнинче-им? Ачасем пӗр-пӗринчен уйрӑлмасӑр ҫӳренӗ, праҫниксенче вара икӗ вӑрҫакан ҫар пуҫӗнче пулса пӗр-пӗринпе хирӗҫ ҫапӑҫнӑ. — Ҫук-им вара? Тухмалла! — сиввӗн татса ответлерӗ Сергей. Унччен ним шеллевсӗр пӗтерсе пынипе китсем сайра тӗл пула пуҫланӑ, ҫурҫӗрте Гренланди кичӗсем, кӑнтӑрта Австрали кичӗсем текен чӑн-чӑп китсем сахалланса юлнӑ, кит сунарҫисен вара, тем пек хӑрушӑ пулсан та, ирӗксӗрех йӑрӑмлӑ китсемпе аппаланма тивнӗ. Анчах унӑн шупкарах тӗслӗ куҫӗсенче тискер ҫаткӑнлӑх пачах та курӑнмасть, ачашлӑх тата калама ҫук ҫепӗҫ кӑмӑл ҫеҫ палӑрать; Сӑмсана йывӑр шӑршӑ — тар шӑрши, ҫунӑк ҫу тата тимӗр шӑрши ҫите-ҫите ҫапӑнать… — Ҫапла, питех те ҫителӗклӗ, чунӑм! Мӗн кирлинчен те ытларах, — ҫирӗплетет хӑй сӑмахне пӗчӗк те илемсӗрри, куҫӗсене уҫа-уҫа хупса. Камӑн мӗн пуррине веҫех пӗр ҫӗре пӗрлештерер те, тупӑшне вара пӗр тан валеҫер. Тутӑрӗ айӗнчен ҫӳҫ пайӑркийӗ тухса кайнӑ та, пӗчӗк хӑлхи хыҫнелле кукӑрлса кӗрсе, питҫӑмарти ҫинче выртатчӗ. Паганель нумай йӑлӑнтарса тӑмарӗ. Ҫӗрле вӑл кунта ҫӗнӗрен килнӗ пӑлхавҫӑсемпе ҫитнӗ пулнӑ, анчах Огнянов, хӑйӗн ытти ӗҫӗсене пула, ҫавна асӑрхаман. Улпут вӑйсӑрланса ҫитсе ухмаха кайнӑ, мужикӗ мухтанчӑк, ӗҫекен ҫын пулса тӑнӑ, чире кайнӑ, кӳренме пуҫланӑ — авӑ вӑл мӗнле! Час-часах хуйхӑллӑн аса килетчӗ: ӑслӑ, хӑюллӑ Наталья Козловская хӑй те хӗрарӑма йӑпанмалли япала тетчӗ. Негр-старик, арӑслан мӗнле уланине ачаран астуса юлнӑскер, ӑна сассинчен тӳрех уйӑрса илчӗ. Манӑн сӑнӑм-пуҫӑм ытлашши ыррӑнах курӑнмарӗ, ахӑр, вӑл куҫӗсене, хӑранӑ чухнехилле мӑчлаттарса, тухса кайрӗ. — Карап! — кӑшкӑрса илчӗ доктор. Фрол, сӑранпа тӗпленӗ лайӑх ҫӑматтисене чӗриклеттеркелесе, малти пӳлӗме кӗрсе кайрӗ, унтан пӗчӗк хут татӑкки илсе тухрӗ. Мӗнле вӑтанчӑклӑ мӑнаҫлӑх туйӑмӗпе пырса ларчӗ вӑл виҫӗ сехет каялла кӑна ҫав тери хуйхӑллӑ саманта тӳссе ирттернӗ кровачӗ ҫине!» Оленин Ванюш ҫине тарҫӑ ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхнӑ. Вӗсене кам та пулин: эсир туслӑ, тесе калас пулсан, вӗсем иккӗшӗ те шалтах тӗлӗнсе кайнӑ пулӗччӗҫ. Анчах вӗсем, хӑйсем ҫавна пӗлмен пулин те, туслӑ пулнӑ. Туйӑмсенчен чи вӑйли, усалли, ҫӗнтерекенни — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ, ҫавӑнпа та туйӑмсем, уйрӑмах вӗсенчен чи вӑйли — ӳт туйӑмӗ, ӳт юратӑвӗ — пӗтес пулсассӑн, пророксем калани пурнӑҫланма пултарӗ, ҫынсем пӗр-пӗринпе пӗрлӗхлӗ пулӗҫ, этемлӗх те хӑй тӗллевне пурнӑҫлӗ те вара унӑн урӑх пурӑнмалли те юлмӗ. Анчах шӑп ҫак самантра унӑн хупӑнса тӑракан куҫӗсене хӗрлӗ ҫулӑм ҫути хупласа илчӗ те, ҫав тери хыттӑн шартлатса илсе, темӗскерле япала ӑна кӑкӑрӗнчен пырса ҫапрӗ; вӑл таҫталла чупса кайрӗ, хӑйӗн ури тӗлне пулнӑ хӗҫрен такӑнса хӑяккӑн ӳкрӗ. Пурте кулса ячӗҫ. Курӑн ак, параймастӑн!.. Анчах ан кансӗрле! Эпӗ сӑрт ҫинчен ҫав тери хӑвӑрт антӑм пулас, эпӗ ура ҫине сиксе тӑнӑ тӗле, пурте малтанхи пекех: хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ пират ҫаплипех ларать, тепӗр пирачӗ пуҫне хӳме хушшине чикнӗ. Купса патне чупрӑм та эп ана вӑратса, хуллен калатӑп: «Эсӗ, купса, — тетӗп, — ан хӑра, анчах ӗҫсем пирӗн япӑх… Ним тума аптӑранипе Кольхаун каллех пӑшал ярса тытнӑ. Пуҫне мӑнкӑмӑллӑн ҫӗклесе, вӑл Петра:— Ҫаксем иккӗшӗ тата Помяловпа Воропонов мана сире, пӗр тӑвансене, фабрикӑна хӑйсене сутма ӳкӗтлеме хушаҫҫӗ хӑйсене пулӑшнӑшӑн вӗсем мана укҫа параҫҫӗ… — терӗ. — Вӗсем — ҫынсем мар! — татӑклӑн каласа хунӑ Люба. Чиркӳ юр кӗрчӗ пек ҫӳлелле хӑпарса тӑрать, вырӑнтан тапранман пӗлӗтсем хушшинче ирӗлсе пӗчӗкленсе кайнӑ уйӑх ҫутатса тӑрать. Ҫак кун ирех, ртуть юпи ҫирӗм ҫиччӗ те тӑххӑр вуннӑмӗш дюйм таранах аннине курсан, Дик Сэнд сехӗрленсе ӳкрӗ. Ҫав самантрах хӗр те ман еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ… Вара каллех' хӑй сӑнне шыв ҫинче курасран шикленсе, ӗҫсе те тӑмарӗ, кӑштах юр ҫирӗ те малалла, магнит пек хай патне туртакан хӗвелтухӑҫнелле шуса кайрӗ. Эпӗ ӑна куратӑп. Манран вӑл тӗрлӗ чирсем мӗнле сӑлтавсене пула пуҫланса кайни ҫинчен тӗплӗн ыйтма тытӑнчӗ. — Сана салам… Прилив хумӗсемпе лӳшкенекен ҫыран тӑрӑхӗнче тинӗсре пурӑнакан чӗрчунсем темиҫен ҫӳреҫҫӗ. — Мӗнле вара? Пулӑшӑр! Эпӗ законпа правӑна лайӑхах ӑнланаймастӑп пулин те, хамӑн хуҫам мӗн ыйтнине тивӗҫтерме пултӑм. Ҫавӑнтах вара Роза аташкала пуҫларӗ, темиҫе кунтан йӑлтах та ӑсран тухса кайрӗ. Салтаксем повозкӑсем ҫинчен хӗҫ-пӑшала алла илчӗҫ. Тен, эсӗ манса кайнӑ пулӗ? — тӗпчесе ыйтать Авдотья, Банник арӑмӗ. Унӑн халӗ ӗнтӗ, ячейкӑсенче тухса каланӑ чухнехи ҫулӑмлӑ хастарлӑхӗ ҫук. Профессор алӑк патӗнче чарӑнса тӑнӑ хӑйӗн свити ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ, унтан лётчикӑн кичемлӗхпе тата пӑшӑрханупа тулнӑ пысӑк хура куҫӗсенчен пӑхса, сасартӑк: — Сан пек ҫынсене улталама ҫылӑх. Техаса куҫса килнӗренпе унӑн ку ӗҫе тытӑнма тӳр килмен. — Сапаланчӑк ҫынран кӗтме ҫукчӗ тесшӗн эсир? — тесе пӳлчӗ ӑна Паганель. Акӑ вӑл урӑхлатрӗ, — терӗ шӑппӑн вӑл. Мӗн ухмахла шӳт тӑватӑр? Эпӗ ӗнтӗ, паллах, сӑлтавне хӑвӑрах ӑнланатӑр, сапёрнӑй батальон штабне пыма пултараймастӑп, сирӗн те унта, ман шутпа, ним ӗҫ те ҫук. — Мӗн тата? «Шел, кун пек комиссар пирӗн полка каярах юлса килчӗ», — шухӑшларӗ Озеров, Яхно калаҫнине итлесе тӑнӑ май. — Урра! — кӑшкӑрса ячӗҫ матроссем. Тинӗс ҫыран салтакӗсем «на караул» тӑчӗҫ. Анчах пӗлместӗп, таҫта темӗн шаккани илтӗнчӗ — пуҫӑмраччӗ-ши, чӗрере-и, — мана вара пурнӑҫ шаккаса вӑратнӑ пекех туйӑнчӗ, халӗ вӑйсӑр пулин те, вӗҫертмен аллисемпе тем тума, тем юсама тытӑннӑ пек туйӑнчӗ. Иван Петрович вӑтам пӳллӗччӗ, куҫӗсем сӑрӑччӗ, ҫӳҫӗсем сарӑччӗ, сӑмси тӳрӗччӗ; пичӗ шурӑ та хытканрахчӗ. — Федька! мана чӗлӗм тултарса пар-ха, — терӗ Базаров сиввӗн. — Камран илнӗ? Паганель калаҫнӑ чухне начальник куҫӗсене илмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ. Ҫак майпа, хум ҫапнӑран таҫта тинӗселле пӑрӑннӑ киммине тытса пыма та манса кайрӗ. — Ӗҫ вӑл, хавасланса ӗҫлесен, пит те ырӑ япала… — тенӗ пӗри. Эпӗ кунта, — хам калава ҫапла пуҫласа ятӑм, — питех те инҫетри ҫӗршывран хам евӗрлӗ аллӑ ҫынпа пӗрле килтӗм. — Лайӑх вӑл — пурӑнӑҫ тени! — Малалла кайӑпӑр, — терӗ Гленарван. — ador тенӗ сӑмах adorder глаголӑн тымарӗ — пырса ларас тени пулать. — Пӗве ҫинче-и? — терӗ Федя. Халӗ унта колхозран ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех тухаҫҫӗ, тырӑ акма та тин ҫеҫ тытӑннӑ. Тӳрех каламалла, ӑна йӗркеллӗ акса пӗтерес ҫук. Тем инкекӗ мар-ха, Манол пичче ывӑлӗ маншӑн кирек хӑҫан та хаклӑ хӑна, ҫитменне тата пит инҫетрен килетӗн иккен… — Э, ҫук, Мануйлиха асанне, ахаль памастӑп, — укҫана пытарса йӗкӗлтешрӗм эпӗ. Хальхи вӑхӑтра вара хӗрарӑма хисеплетпӗр теҫҫӗ. Унӑн пуҫӗ ыратнӑ, сӗрӗм тивнӗ чухнехи пек, касса ыратнӑ, пилӗкӗ сурса, пӗҫерсе пынӑ, ыратнипе татӑлса каяссӑнах туйӑннӑ. Вӗсене ӑсатса ярсан, амӑшӗ кула-кула:— Акӑ ӗнтӗ, Паша, стариксем те сан патна ӑс ыйтма киле пуҫларӗҫ, — терӗ. Ун пирки эпӗ хамӑр калаҫнӑ тӑрӑхах тӗшмӗртетӗп. Венерӑн тӗттӗм енчи каҫхи пӗлӗтлӗ температурине астрономсем виҫсе пӑхнӑ. Унта температура 23 градус сивӗ пулнӑ. Кӑна аванах чӑтма пулать. Мускавра та 23 градус сивве ытлашши сивӗ тесе шутламастпӑр. Эсӗ Венера ҫинчи ӳсентӑрансене пурӑнма услови ытлашши аван маррине сисетӗн. Ҫак тӳрӗ мӑшӑр чӗресемшӗн пӗр-пӗрне ӑнланса илмешкӗн уйӑхламалли вӑхӑт та, йышлӑ сӑмахсем те кирлӗ пулмарӗҫ. Аннӑн та, унӑн та пӳлӗмӗсем уйрӑм. Шлюпкӑсем карапран сылтӑм енче тӑратчӗҫ. Эпир Гэнтерпа иксӗмӗр тӳрех карта ҫинче хӳме палли тунӑ вырӑна кайрӑмӑр. Акӑ вара вӑл яланах тата хавасах пулӑшма тӑрӑшакан тухтӑрсенчен ача тумасӑр пурӑнма та май пуррине пӗлчӗ. Стенасем тӑрӑх шурӑ турилкке тавраш хумалли ҫӳлӗксем тӑва-тӑва тухнӑ — вӑл ӗнтӗ кашни тирпейлӗ ҫуртӑн чи кирлӗ тупри-ха, кӗтессене чечек чӳлмекӗсем вырнаҫтарнӑ. Эсӗ ан чеелен, ан макӑр, пире тыттарма ан хӑтлан. Мисс Сетби Хунтӑн маларах укҫасене тирпейлӗрех тытнӑ пулсан, авантарах пулман пулӗччӗ-ши, тесе ыйтнӑ. Ҫирӗм пин ҫуллӑхран эпир, Тусен ӑрӑвӗн несӗлӗсем, тинех Атлантсен кӗнекине вулама пуҫланӑ. Эпӗ пысӑк пӑхӑр чейникпе вӗретнӗ шыв илсе пынӑ ҫӗре лавкана хӑнасем пырса ларнӑ: пӗчӗк старик Лукиан, савӑнӑҫлӑн йӑл кулаканскер, алӑк хыҫӗнче тӗттӗм кӗтесре ҫӗнӗ ҫын ларатчӗ, ӑшӑ пальто та ҫӳлӗ кунчаллӑ ҫӑматӑ тӑхӑннӑскер, симӗс пиҫиххи ҫыхса янӑскер, куҫ харшийӗсем ҫине темле антарсарах лартнӑ ҫӗлӗкпеле. Горевӑна вӑл тата сехетсен музейне кӑтартма ӗмӗтленет, ҫав музейре вунӑ пине яхӑн экспонат пулнӑ, вӗсем хушшинче темле паллӑ эрц-герцогӑн похода ҫӳретмелли урапаллӑ питӗ пысӑк сехечӗ те пулнӑ: ҫав сехетпе вӑл ҫапӑҫусем умӗн лагере вӑратнӑ иккен. Хам эпӗ, шыва кайсан, ҫил тата шыв юхӑмӗ тӗксе кайнипе таҫталла ишсе кайнӑ. Вӗсем патне Василий Николаич тухнӑ. Болгарсем-и? Йӗри-тавра тинкерсе пӑхсан, вӑл леш енче ик-виҫ ҫын ҫӗр ҫинче пӗр хускалмасӑр тенӗ пек выртнине курчӗ. Вӑл хӑйӗн тӑшманне — ту ҫыннине хисеплет, анчах хӑйшӗн ют тата хӑйне хӗсӗрлекен салтак ҫине йӗрӗнсе пӑхать. Ҫак описе императора вуласа парсан, его величество унта асӑннӑ япаласенчен хӑшпӗрисене ӑна пама мана пит сӑпайлӑн хушрӗ. Ним иккӗленмелли те ҫук: вӗсем лашана йӑлӑхтараҫҫӗ ӗнтӗ, пӗр-пӗр кашкӑрӗ ытла та ним именсе тӑмасӑр, лаша урисем айнех кӗре-кӗре кайсан, лаша тулхӑрса илсе, чӗрнипе касать. Вӑл ман ҫине тӑватӑ хут тапӑнчӗ, тӑватӑ хутӗнче те эпӗ ӑна петӗм, анчах вӗлерме пултараймарӑм. Ананий Саввич Щуров вӑрманпа кӗрмешекен пуян сутӑҫӑ пулнӑ, вӑл пысӑк лесопилка тытнӑ, парӑшсем тутарнӑ, сулӑсем юхтарнӑ… Пыра-киле ҫавӑрнӑ та пулӗччӗ-и тен, лешне хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ пек. Вӑл кам ҫинчен каланине чухларӑм эп: «Марья Васильевнӑна хӑй майлӑ ҫавӑрса хӑй мӑшӑрӗ тунӑ пек», тесшӗнччӗ вӑл. Хӗвелтухӑҫӗнче пуҫтарӑнакан тӑвӑл ҫав вӑхӑтра алхасса кайрӗ: Турци Российӑна хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлани ҫинчен пӗлтерчӗ; княжествӑсене тасатас срок иртсе кайрӗ; Метис, унпа килӗшсе, майлӑ ҫаптарать, уйрӑмах Ньянгвери, Уджиджири, Занзибарти, Пысӑк кӳлӗсен пӗтӗм облаҫӗнчи пасарсенчи начар лару-тӑру пирки йӗрмӗшет. Пӗр самант каллех никам та чӗнмерӗ. — Юрать, — терӗ капитан. Йывӑҫ хуппи ҫинчи паллӑ мар чӗрне йӗррисем тӑрӑх кукамай мана вакша пурӑнакан хӑвӑлсене кӑтартса паратчӗ, эпӗ йывӑҫ тӑррине улӑхаттӑм та, пӗчӗк кайӑкӑн йӑвине ҫарататтӑм, хӗл каҫма хатӗрленӗ мӑйӑр запасӗсене унтан кӑларса илеттӗм; хӑшпӗр чухне йӑвара вунӑ кӗрепенке таран запас пулатчӗ. Санӑн пӑшал пур вӗт? Лось, вуласа лараканскер, ӑна хирӗҫ кантӑк патӗнчен ҫӗкленчӗ. Питех шикленмеллескер. — Ҫапла. — Пултараймастӑп, — терӗ вӑл хупӑ сасӑпа. Ҫӗрле виҫӗ сехет хушши кухня ӗҫлеме чарӑнать, ҫак сехетсенче Климка кирек хӑҫан та ҫӳлте, Павка патӗнче ирттерет. Ыррӑнах туслашса ҫитрӗ пӗчӗк повар куб вӗретекен хура куҫлӑ ҫынпа. Кас-кас вӗрекен ҫилпе талпиҫенсен пысӑк тӗмӗсем хускалкаласа илеҫҫӗ. — Ярапар, Вася! — хавхалантарчӗҫ ӑна. Ҫакӑншӑн Бенедикт пичче чӑтайми кулянса ҫӳрерӗ, вӑл куҫлӑх илесшӗн темле хак та парӗччӗ, анчах, шел пулин те, Казонде пасарӗнче ку питех те сайра тавар. Оленина халь йывӑр пулман ӗнтӗ. Вӑл калаҫма пуҫларӗ. Хӗртнӗ плита ҫинче нумайтарах ларни кӑмӑла каять-ши?.. Пӑшал сасси кӗрӗслетрӗ. Хур инструмента хӑй вырӑнне! — сиксе тӑрса кӑшкӑрчӗ Ольга. Сасартӑк кӗперпе замок ун куҫӗ умӗнчен ҫухалчӗҫ. Юри тенӗ пекех, ниҫта пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ; йӑлтах канаҫҫӗ; пирӗн йытӑ та пулин калитке умӗнче ҫӑмха пек хутланса ҫывӑрать. Сывӑ пулсамӑр эппин, Иван Тимофеевич! — Мӗне кирлӗ сире сарай тавра чавма? — терӗм эпӗ. — Джим валли ҫӗр айӗнчен ҫул чаватпӑр терӗмӗр-ҫке. — Мӗн тума кирлӗ ку сана? Йывӑҫ мӗлкисем те ӗнте тӗксӗм те ешӗл курӑк ҫинче уҫҫӑнрах курӑнаҫҫӗ. «Сывӑ пул, Ганна» терӗ хыҫалта такӑшӗ, ӑна чуптуса. Каласам ҫеҫ: юрататӑн-и? Эпӗ халӗ хамӑн улпутӑма пӗлетӗп, хамӑн мӗн чухлӗ оброк тӳлемеллине те пӗлетӗп… улпут пирӗн лайӑх. Парти райкомӗн юлашки ларӑвӗнче икӗ ыйту пӑхса тухрӗҫ: пӗри — Корчагин юлташа коммунистсен партин членне куҫарасси; иккӗмӗшӗ — ӑна райкомол секретарӗ ӗҫӗнчен хӑтарса, унӑн характеристикине ҫирӗплетесси. Чӳречесем халь хӑвӑртрах тӗттӗмлене пуҫларӗҫ, хӗрлӗ ялтӑркка ҫутӑ Оружейнӑй урама тухакан чи хӗрринчи пӳртӗн аяккинчи чӳречисем ҫинче кӑна ялкӑшса тӑрать; эп вӗреннӗ чух ҫав ҫуртра Мускав совечӗн художественнӑй подотделӗ ӗҫлетчӗ. — Эсир мана хӗрхенесшӗн мар: эпӗ ҫав хӗрарӑма хӑнӑхнине, эпӗ ӑна иленсе ҫитнине эсир ӑнланасшӑн мар; вӑл манпа пӗрле пулманни мана асаплантарать. Поезд патне вӑл унран маларах ҫитнӗ те халӗ картлашкапа анакан ҫынсене пӑхса тӑрать. Анчах Уэлдон миссис Халл капитанран командӑшӑн тата уншӑн сахал ҫынпа сунара тухни хӑрушӑ мар-и тесе ыйтрӗ. Мӗнле сасартӑк пулса иртрӗ ку. Хӗвел пурӑнӑҫ панӑ пек вӑл пире пурӑнӑҫ памасть, Сивӗ Амӑшӗ вилӗм илсе ҫӳрет. Ромашов хӑй Ленинград фронтӗнче пулни ҫинчен темиҫе хут та сӑмах хускатрӗ. Ку вара питӗ ҫӑмӑл ӗҫ. — Апла эсир Робертса пӗлетӗр, — тенӗ Келли, тӑшманла чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Вӑйлӑ, сивӗ ҫил хытӑ кашласа вӗрет. Эпӗ те вӑй ҫитерӗп. Манпа танлаштарсан, сана чылай йывӑртарах, анчах мана та, санпа танлаштарсан, ҫӑмӑлах мар. Туфта хӑй ытлашши каланине чухласа илчӗ. Хунар илсе килчӗҫ. Симурден ҫитсен канашлу пуҫланчӗ. Шухӑшламаллисем пурах ӗнтӗ. Оборонӑра тӑмалли позицисене лайӑхлатас тӗлӗшпе ҫӗр каҫа пысӑк ӗҫсем турӗҫ. Шик-лӗ ӗҫ! — ывӑнмасӑр тӑсрӗ вӑл малалла, (вырӑнти пурнӑҫ условийӗсем ҫине ытларах та ытларах тарӑхса. Кӑварлӑ ҫаврашкан ылтӑн хӗрри тепӗр хут йӑлтлатса илчӗ, унтан пӗр-икӗ вӗри хӗлхем сирпӗнчӗ, вара сасартӑк, вӗҫӗ-хӗррисӗр кӑвак ярам евӗр, инҫетри вӑрманӑн тӗксӗм тӑрӑхӗ курӑнса кайрӗ. — Добрая Надежда сӑмсахӗнчен икӗ градус аяларах иртсе… — Бонжур, мадам, — пакӑлтатрӗ вӑл хӑйӑлти сассипе: — сывлӑхӑрсем мӗнле? Эсӗ куҫхаршине кӑна ӳкермен, унӑн куҫне кӗрсе кайнӑ. — Куншӑн мана мар мухтамалла, пире ак Корчагин, кунтискер, ҫул кӑтартса пачӗ. Мӗн тӑвас тейӗн ҫав? Андрей, пӗрлештернӗ выльӑх-чӗрлӗх картисене тӗрӗслесе, хутор тӑрӑх ҫӳрет, унӑн ҫиленчӗкрех куҫӗсем, ӗҫе ҫирӗп шанса, йӑл кулса вылянкалаҫҫӗ. Тачанка хыҫӗнче пӗр пит те патвар будённовец, картузне ӗнси ҫине. антарнӑскер, хуткупӑс лутӑркаса ларать. Питравка кунӗ атте менелникӗнче вӗсем те, ытти хӑнасем те пулчӗҫ, ҫакӑн хыҫҫӑн пирӗнпе Епифановсем хушшинчи ҫыхӑнусем темле сӑлтавпа пӑч татӑлчӗҫ, атте кӑна вӗсем патне кайса ҫӳреме чарӑнмарӗ. Пурнӑҫӑн мӗнлерех ҫирӗп программи палӑрнӑччӗ! Кратер ӑшне хӗвел ялтӑртатса ҫутатрӗ; чи пӗчӗк сӑрт, кашни чул ту, кашни чул тӗмеске хӗвел ҫуттинчен хӑйсен мӗлкисене ӳкерме пуҫларӗҫ. — Татӑклӑн тытӑнма-и? — тесе ыйтрӑм. — Ҫапла ҫав. Пирӗн пӑртак та пулин вӑй илмелле. Старикки те, карчӑкки те вырӑнтан тапранмарӗҫ. Ун вырӑнне вӑл пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ йывӑр хутаҫ умӗнче шухӑша кайса ларчӗ. — Вуласа тух та алӑ пус. Ун ҫӑра ҫӳҫӗ те лӑп сирӗн ҫӳҫ тӗслех, кӑшт вӑл манӑнни пек кӑтраланса ҫеҫ тӑрать. Куҫарса паракан ҫын вырӑнта пуранакан ҫынсемпе голландецсем хушшинче пулса иртекен ӗҫсене майласа пыраканӗ пулнӑ. Бини, хӑйӗн ҫырӑвӗнче мана киле таврӑннӑ чухне ҫула май Пиза хулине кӗрсе, паян кунта килме хушрӗ. — Елена? — ыйтрӗ унран Инсаров. Яла кӗрес ҫӗртех, ҫулӑн сылтӑм енче, икӗ лапсӑркка хурӑн айӗнче, вак-тӗвек япаласем сутакан лавкка ларать. Унӑн чӳречисем хупӑ ӗнтӗ, анчах уҫса пӑрахнӑ алӑкӗнчен тухакан ҫутӑ пайӑркисем таптаса пӗтернӗ курӑк ҫине анлӑн ӳкеҫҫӗ, йывӑҫсем тӑрӑх шуса, усӑнса аннӑ ҫӑра ҫулҫӑсен тӳнтер шупка енӗсене ҫутатаҫҫӗ. Малтан вӑл вӗсене хӑйсене кӑна ярас тесе те шутларӗ, анчах вӗсем тин ӳссе ҫитнӗ, ҫӳллӗ, вӑйлӑ та илемлӗ каччӑсем пулнине сӑнаса илсен, унӑн ҫавӑнтах ҫапӑҫу хирне каясси килсе кайрӗ, хӑйӗн никам ӳкӗте кӗртме пултарайман кӑмӑлӗ хушнӑ тӑрӑх ҫеҫ кайма шут тытнӑ пулсан та, вӑл вара тепӗр куннех ывӑлӗсемпе пӗрле хам та тухса каятӑп тесе сӑмах пачӗ. Хаҫатсем анчах пӑхкаласа тухатӑн пулмалла? Пуху пухӑнмалли вырӑна ҫитиччен кӑшт леререхре вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ, тем ҫинчен калаҫса илчӗҫ те, хӑйсене хӑйсем шанса тӑракан ҫынсем ҫеҫ кулма пултарнӑ пек, ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Ыран эпӗ киле ҫитнӗ пулӑттӑм та, вӑл, ҫӳҫне илемлӗн тураса пуҫтарнӑскер, ҫинҫе пилӗклӗскер, кӗрнеклӗ утса тухса мана кӗтсе илнӗ пулӗччӗ (эпӗ унӑн илемлӗ питне куратӑп, анчах ӑна кураймастӑп), вара ман ӑшра ҫав кӗвӗҫӳ тискер кайӑкӗ ӗмӗрӗпех ларнӑ пулӗччӗ, чӗрене какайланӑ пулӗччӗ. Хӑй лайӑх пӗлнӗ вырӑнсенче вӑл ҫӑмӑллӑнах ҫӳрет, анчах ытти ҫынсенни пек вӑр-варлӑхӗ ҫукрах, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл сӑлтавсӑрах тарӑхни те пулкалать. — Чӑнах-и? — пӑшӑлтатса ыйтрӑм эпӗ те. Казак, ют ҫынсем умӗнче хӑйӗн арӑмӗпе ӑшшӑн калаҫни, пули-пулми сӑмахлани вырӑнсӑр тесе шутлаканскер, арӑмӗпе куҫа-куҫӑн тӑрса юлсан, арӑмӗ хӑйӗнчен шутлӑрах ҫын пулнине ирӗксӗрех сиссе илет. Никам та вӗсене акса туман, пӗр туррӑн ҫилӗ, ун ҫӑварӗнчен тухакан таса сывлӑш ҫеҫ тунӑ… Юман хӑвӑлне Алексей шултӑра саспаллисемпе ҫырнӑ ҫырусем пыра-пыра хунӑ, унтах хӑйӗн савнин кӑвак хут ҫине кукӑрткаласа ҫырнӑ ҫырӑвӗсене тупнӑ. Анчах аллӑ ҫулхи ашшӗ хӑйӗн ҫамрӑк ӗмӗрне маннӑ курӑнать. Темле шӑпа ӑна пӗр чарӑнми йӗрлесе ҫӳрет, Стефчов та ҫав шӑпапа пӗрлех. Ку мӗне пӗлтерет? Вӑл ирландецран ҫакна та пытармарӗ: ҫав телейсӗр ҫынсене шыраса тупас шанӑҫа, чи юлашки шанӑҫа, ирландецӑн татса каланӑ сӑмахӗсем сӳнтерчӗҫ. Япалисене кутамккаласа ҫыхнӑ чӗн пиҫиххисем хулпуҫҫисемпе пуҫсем ҫинелле хӑпарса ҫамкисене туртӑнтарса тӑраҫҫӗ. Ун ҫинче хӑй пирӗн пата калаҫма пынӑ чухнехи капӑр сӑхманех илемленсе тӑрать, анчах халӗ ку сӑхман тӑмпа вараланса пӗтнӗ тата ӑна йӗплӗ йывӑҫ турачӗсем ҫуркаланӑ. Комиссар ҫаплах пымасть. Сӑмси ҫунаттисем патӗнчен пуҫласа тути хӗрри патне ҫитиччен ҫинҫе йӗр выртрӗ. — Вася, вӑл вилет! Пурин те нервисем халь-халь татӑлса каяслах туртӑнса карӑннӑ. Анчах ман умма турӑ ҫынни пекех илемлӗ старик тухса тӑрсан, эпӗ ҫав тери тӗлӗнтӗм. Ку вӗт, эс калани, тискер, кулӑшла. — Тияккӑн пытанса пурӑнать. — Техника татса парать, — хирӗҫлерӗ тухтӑр. Мӑклӑ туратсем ҫилсӗр шӑрӑха курӑни-курӑнми ҫеҫ сулхӑнлатаҫҫӗ. Озеровпа Яхно ку яла аманнисемпе чирлисене тата вӑйсӑрланса ҫитнисене ҫеҫ вырнаҫтарас, терӗҫ, ыттисене вара, пурне те, ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран, ял икӗ енӗпе, вӑрман хӳттине канма вырнаҫтарас, терӗҫ. Шурӑ пулнӑ Суламифь пичӗ, кунашкалах хитре вӑл унӑн хӑй чӗрӗ чух та нихӑҫан пулман. Эпӗ ҫапла турӑм та ҫакӑн пек фраза пулса тӑчӗ: — Питех те аван, — терӗ пичче хут листине ман алӑран туртса илсе. Шаповаленко хӑй ирӗкӗпе службӑра тӑракан Фокинӑн тӑрӑхлакан куллине паҫӑрах асӑрханӑччӗ, ҫавӑнпа уйрӑм ҫирӗплӗхпе кӑшкӑрса ярать: — Ирӗклӗн кӗрешни! Вӑл ҫеҫ каҫарма пултарать. Ав вӑл аякра ҫуталса выртать, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑнтан ӑна тӗксӗм йӗр уйӑрса тӑрать. — Эсӗ мана чӗнетӗн-и? — лӑпкӑн ыйтрӗ хӑмапа тунӑ пӳлӗмрен Опанас Иванович. Алвиш Ибн-Хамиспа хӗрӳллӗн калаҫать, Дикпа ун юлташӗсем ҫинченех пулас. — Эсӗ халӑх ҫӳремен тусем хушшинче ӳссе ҫитӗннӗ улмуҫҫи. Вӑл (унӑн аппӑшӗ) илет… — Вӑрҫӑ вӑл — рыцарьсен ӗҫӗ, цирюльниксен мар. Кайран вӑл кимӗ ҫине пӗшкӗнсе михӗрен пӗр татӑк сухари илчӗ, ӑна кӗсйине чикрӗ те Гальмалона:— Ыттисене эс ил, — тесе хушрӗ. Уйӑх, чиркӳ тӑрри хыҫне пытанса, ӑна кӗмӗл тӗслӗ пӑтранчӑк ҫутӑпа ҫавӑрса илчӗ те каҫхи ӑшӑ тӗттӗмлӗхре темле тӗлӗнмелле палӑрса тӑракан турӗ. Вӗсем иккӗш те пӗлмен-ҫке ҫавӑнта Мунчо кунсерен пырса тӗрӗксене ылханнипе чул пӑраха-пӑраха хӑварнине; таврари чулсене вӑл пӗтӗмпех пуҫтарса ҫав купа ҫине пыра-пыра пӑрахать. — Ӑнланаймастӑр? — куҫхӳрипе кулса, Тарас ҫине пӑхнӑ Фома. Вӑл ҫак кивӗ пушӑ арман ҫумӗпе иртрӗ, унран аллӑ утӑмран та ытла мар, ҫаврӑнса пӑхмарӗ, хӑй ҫулӗпех малалла кайрӗ. Ҫиелти тумтирӗсене вӗсем хӗвел, уйӑх, ҫӑлтӑрсем ӳкерсе, хушӑран тата Европӑри ҫынсемшӗн паллӑ мар музыка инструменчӗсем: сӗрме купӑссем, флейтӑсем, арфасем, трубасем, гитарӑсем, клавикордсем тата нумай ытти инструментсем ӳкерсе илемлетнӗ. Эпӗ «ӑнсӑртран» тетӗп, мӗншӗн тесен ученӑй пуҫӗ юрату ӗҫӗсене ӑнланса илме те пултараймасть. Анчах, ман телее пула, документпа интересленни ҫӗнтерчӗ. Ак хайхи, курах каятӑп — кимӗ ишет, пӑхса ытармалла мар селӗмскер! — вунвиҫӗ-вунтӑватӑ фут тӑршшӗ; пит меллӗн юхса килет. Кунта ҫӗр тӑрӑх темскер сӗтӗрни тӳрех курӑнать. Фелим ун тӗлӗнче уласа йӗме тытӑннӑ. Ҫакӑ хула юханшыв хӗррипе ларса тухнӑ. Юханшывӗ ӑна икӗ пӗр танрах пая пайлать. Вӗлернӗ ҫынӗ, вӑл кирек кам пулсан та, юн кӳлленсе ларнӑ ҫӗрте пулнӑ. Вӑл ҫав тери тилӗрчӗк. Старик чӑтса тӑраймарӗ. — Эпӗ ун пек комбинацисене хирӗҫ, — терӗ вӑл, сасартӑк чӗрре кӗрсе. Ак, сӑмахран, пӗрер стакан эрех парсан… ку вара, чӑнах та, ырлӑх пулӗччӗ! Анчах мӗнле усӑ пултӑр пӗр хӑй тӗллӗн кӑна окопӗсем патне сывӑ пуҫпах ҫитсен те. Эпӗ кайса тӑм ӑшӗнче шыраса пӑхатӑп. Тепӗр самантран вӑл Инсаров патне ыткӑннӑ пулӗччӗ, анчах ӑна Берсенев чарчӗ. Эпӗ вара, карап ҫинчи ҫынсем утрав йӗри-тавра ҫаврӑнса малтанхи вырӑна пырса тӑма шут тытнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм. Анлантӑн-и? Лешӗ сухалне чӗпӗткелесе илчӗ те ним васкамасӑр каларӗ: — Ҫук, мӗн килӗшмесси… ҫамрӑкла йӑпанма юрать. Еврейсем, самана вӑхӑтлӑха лӑпланнипе усӑ курса, вӗлернисене пытарчӗҫ, еврейсем пурӑнакан кварталсенчи пӗчӗк пӳртсенче пурӑнӑҫ курӑна пуҫларӗ. Рада ҫакна пӗр хут вуласа тухрӗ, унтан тепӗр хут, виҫҫӗмӗш хут та вуларӗ, вара тинех ҫак ҫырӑва вӑл хӑех ун патне Боримечкӑран парса янине асне илчӗ. — Ку — кам? — хуллен кӑна ыйтрӗ те вӑл, ҫав самантрах хӑй ответ пачӗ: — Ку — Яша. Суккӑрӑн чӗри вӑйлӑн та пӗр тикӗссӗн, кӑмӑллӑн тапать; вӗри юнӗ пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх темӗнле ҫӗнӗ вӑй сапаланине те туйрӗ вӑл. Ҫук, тӑванӑм, ун пекки ҫине пырса ҫакланмарӑн! Хӗвелӗн корона пуррине астрономсем чи малтан Хӗвел пӗтӗмпе тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра асӑрханӑ. Лӑпкӑ та ӑшӑ каҫ анса ларчӗ ун ҫине, ҫавна май хӑлхаран тем пӑшӑлтатрӗ, Егорушкӑна ку хӑй ҫине ҫав илемлӗ хӗрарӑм ӳпӗннӗн, кулса пӑхса чуптума тӑнӑн туйӑнчӗ… Вӑл килсе кӗрсенех, пӗтӗм ӗҫ пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса кайрӗ: «Эсӗ, Иван Никифорович, унпа ан курнӑҫ, каҫару та ан ыйт, вӑл сана тӗп тӑвасшӑн тӑрать, ҫавӑн йышши ҫын ӗнтӗ вӑл, эсӗ ӑна пӗлместӗн-ха». Вӗсем питӗ чаплӑ залӑна кӗчӗҫ. Тӗлӗннипе те ҫиленнипе Сен-Жером пӗр минут хушши ним те калаймарӗ. Вӑл мана пӑвсах лартать, Том. Ун витӗр сывлӑш та кӗмен пек туйӑнать, вӑл таҫта шӑтӑкланса кайтӑрччӗ. Ҫав тери хитре тумтир, унпа ни ҫӗр ҫине ларма, ни выртма, ни ӑҫта килне унта чикеленсе ҫӳреме те юрамасть. Артамонова пурнӑҫ ҫавӑн пек вӗрени хӑйне ҫавӑрнӑ, пӑтратнӑ пек, ҫитес минутра ӑна таҫта кӑларса ывӑтас пек туйӑннӑ. — Виҫ-тӑват миля-и? Ну, тата вӗсемпе! — Каласа хӑртма юратать тата, — тесе хушса хучӗ бурмистр улпут сӑмахӗ ҫумне. Ҫӗр, самолет ҫуначӗ пек, тӑруках аялалла тӳп-тӳрӗ анса каять. Эпир пӗр-пӗрне алӑ тытрӑмӑр, унтан пӑртак шухӑшласан, ыталаса илтӗмӗр. Курап, май килсе пымасть. Робенок хӑй Дон ҫинчи Ростовран Мускава епле ҫуран ҫӳрени ҫинчен пире мыскаралла каласа кӑтартатчӗ. «Выртать-и вӑл?» Чирлисем хушшинче вӑл Комиссара уйрӑмӑнах палӑртнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ун патне ҫакӑн пек ҫӗрле пырса ларнинчен тӗлӗнмелли нимех те пулман. Йывӑррӑн сывласа, Митман урайӗнчен тӑчӗ, чӳрече витӗр пӑхрӗ. Щукарь мучи, аҫа йытта урисемпе тем тӗрлӗ те тапкаласа, ҫатан картаран пӗр-пӗр шалча хуҫса илме хӑтланса, ури ҫине сиксе тӑчӗ. — Ҫапах та кама-ха? — Тупман-ха, — терӗҫ ыйтнине хирӗҫ каллех. Анчах эсӗ, ачам, хӑвӑн запискупа кая юлтӑн. — Апат хыҫҫӑн мунчана кайнӑччӗ те пирӗн батюшка, халӗ канать. — Суранланман та пулнӑ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Володя вара ман куҫӑмсенчен мӗншӗн куҫҫуль тухнине ниепле те ӑнланайман пек пӑхса тӑчӗ. — Макарушка Нагульновран. Вӑл хурӑна ыталаса илчӗ, шӑп ҫав самантра ун патне Таньӑпа Нюрка персе ҫитрӗҫ. Анчах эпӗ хамӑн ҫухалнӑ тасалӑхшӑн, ҫын ӳт-пӗвӗн ансат тасалӑхӗшӗн кулянма вӑтанмастӑп. Салтаксем ман хыҫран пыраҫҫӗ, мана ҫурӑмран пӑха-пӑха кулаҫҫӗ, пӗр-пӗрне чавсисемпе тӗке-тӗке илеҫҫӗ. — Варӑ вӑл шыҫса кайнӑ, юнланичченех ватса пӗтернӗ тутисене аран-аран уҫса йӑл кулчӗ: — Курӑн ак, утта хӗрарӑмсем ҫеҫ турттарса килӗҫ, вӗсен казакӗсем пирӗн пата хӑнана килме хӑраҫҫӗ, анчах вӑрлама казаксем ҫеҫ килнӗ, ҫитменнине тата вӑйпитти яшсем, вӗсем мана тӑваттӑшӗ те чышкӑпа ярӑнтарма пуҫласан, манӑн ӑш пӑтранса кайрӗ… Виҫӗ эрне хушшинче эпӗ ӑна хураллама уйӑрнӑ ҫынсене тӑватӑ хутчен пурне те улӑштартӑм, салтаксене ятласа хӑратрӑм, анчах усси пӗртте ҫук. Ак еплерех вӑл пурнӑҫ! — Чӑнах… Эсир, кирлех пулсан: Pelouse et Fremy, Notions generales de Chimie ятлӑ кӗнекене вуласа тухма пултаратӑр; аван кӗнеке, ҫырасса та ӑнланмалла ҫырнӑ. Юнлӑ алӑ пӳрнисем хушшинчен чӗлӗмӗ тухса ӳкрӗ, вӑл ывӑнса ҫитре те таса ҫын пек ҫывӑрса кайрӗ. — Пӗчченех! — ҫӑмӑллӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Наташа. Ерофей Кузьмич юри кая юлчӗ. Тырӑ валеҫнӗ чух ят илтме пулать, ку пуринчен те ытларах хапсӑнать тесе, ятлама пултарӗҫ тата, терӗ вӑл. Хӑйсене ҫул кӑтартаканӗ ҫинчен манса та кайнӑ тенӗ пекех, вӗсем кипарис патнелле ҫул тытса, прерипеле вӗҫтерсе кайрӗҫ. Джим кӑмӑллӑ. Гаврила йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ. «Тӑван мар ашшӗ пулӗ» терӗм те, ҫавӑнтах ку та тӗрӗс мар тесе шухӑшларӑм. Каникул вӑхӑтӗнче ӑҫтан ун пек пулма пултартӑр, пӗлместӗп ӗнтӗ, шкула та хупнӑ. Пуянсен йӑхне-ялнеЫтла пуян пулнӑшӑн Ылтӑн-кӗмӗл валеҫет. Ку сасӑсем Джойспа Гэнтера, хӗвелтухӑҫ еннерех тӑраканскерсене, асӑрхаманни ҫинчен ҫирӗплетсе пачӗҫ пулин те, эпир часрах васкама йышӑнтӑмӑр. — Утӑ тиенӗ арба илес пулать, — терӗ Лука, — унсӑрӑн вӗлерсе пӗтерӗҫ. Кашкӑрсем ирхи апат шыраса туран анатчӗҫ пулмалла. — Сирӗн ҫавӑн пек шухӑшлама сӑлтав пур-и? Танк гусеницисен мӑшӑрлӑ йӗрӗсем пӗтӗм аслӑ хире урлӑ та пирлӗ таптаса пӗтернӗ. Вӗсем малтан малалла, нимӗҫ позицийӗсем ӑшнелле кӗрсе кайнӑ. Вӑл йӗрсем питӗ нумай пулнӑ. Куҫ вӗсене пур ҫӗрте те, горизонта ҫитичченех курнӑ, — кӑнтӑр еннелле, ҫулне-йӗрне пӑхмасӑр, темле тискер кайӑксен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ иртсе кайнӑ пек туйӑннӑ. Ун уттинче арҫын утти ҫук, вӑл хӑй те арҫын пек мар. Эпӗ унтан чун мӗн вӑл? — тесе ыйтсассӑн, вӑл ответлетчӗ: — Сывлӑш, турӑ сывлӑшӗ… — тетчӗ. Ку мӗне пӗлтернине Горева чухлать. Ҫавӑнпа вӑл нимӗн те шарламасть. Ҫакна пула пурин те, уйрӑммӑнах матроссен ҫиллисем тулсах пыраҫҫӗ, матроссем ӑна ҫакӑнтах тивӗҫлипе тавӑрма та хатӗр. Ку кӗсмен вельбот ҫинчи яланхи руль вырӑнне пулать, вольбота унталла-кунталла пӑркалама май парать. Хохол пуҫне хулпуҫҫи ҫине тайса гудок хӑватлӑн мӗкӗрнине итлерӗ те пӗтӗм кӗлеткипе силленсе илсе:— Ӗҫлеме каймастӑп… — терӗ. Эпӗ? Кондрат арӑмӗ, вӗсем патне пырса, кӑмӑллӑн ыйтрӗ: — Мӗн те пулин манса хӑвартӑр-им? Ҫаплах илемӗпе, ӑслӑлӑхӗпе, пуянлӑхӗпе тата хӗрӳ туйӑмӑн нумай енлӗ ӑсталӑхӗпе тӗнчери мӗнпур хӗрарӑмран иртсе кайнӑ Балкис-Македӑпа та, Сав майра-патшипе, вырӑн пайланӑ вӑл; Давид патша ватлӑхне ӑшӑтакан Ависага-сунамитянкӑпа та, — ҫак питӗ ҫепӗҫ, лӑпкӑ хитрешкепе, — уншӑнах-ҫке Соломон Иодай ывӑлӗ Ванея алли урлӑ хӑйӗн пиччӗшне, Адоние, вилӗм партарнӑ. Вӗсем пӳртӗпе пӗрех хуҫалӑх ӗҫӗпе ҫыхӑнса тӑракан счётсем-мӗнсем тата тӗрлӗ ӗҫсем пирки ҫырса янӑ хутсем пулнӑ. — Эсир ача вӗт! Эпӗ сулӑ ҫине таврӑнса хӳшше кӗрсе лартӑм та шухӑшлама тытӑнтӑм. Тӑсӑккӑн юрлани, тухатни усӑсӑр пулчӗ, иккӗллӗ шакӑртмасемпе шӑнкӑравсем ахалех янӑрарӗҫ, тахҫантанпах пулӑшакан амулетсем те, сӑмахран, пылчӑкпа йывӑҫ хуппи тултарнӑ виҫӗ вӗҫлӗ мӑйрака та, вӑйсӑр. — Хӑйкӑлтатса кӑшкӑрчӗ Егор. Ҫавӑнпа та ҫак ирхи шӑплӑхра ҫеҫен хирте икӗ ахаль шӑршӑ — сывлӑм тата ҫул ҫинчи вӑл кӑштах пусарнӑ тусан шӑрши — ҫеҫ тӑрать. Хӑв ҫине тӗкӗр витӗр пӑх-ха — хӑраса кайӑн: питӳ-куҫу кӳпчесе кайнӑ, куҫусем урнӑ йыттӑнни евӗрлӗ, ну, мӗн тума кунашкал сӑн-питпе килсе кӗтӗн-ха эсӗ кунта? — Мӗскер тупрӑр? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ну мӗнех вара, эпӗ начар мар пурӑнтӑм. Хамшӑн нихҫан та нимӗне хӗрхенмен. Ҫемҫе ҫӗрте ҫывӑрнӑ, тутлӑ ҫинӗ. Анчах тинӗсре хӑшпӗр чухне йывӑр килетчӗ. Сире эпӗ хамӑрӑн калаҫӑвӑн пӗр сыпӑкне кӑтартса парам: — Итле-ха, Хорь, — терӗм эпӗ ӑна: — эсӗ мӗншӗн хӑвӑн улпутна укҫа тӳлесе ирӗке тухмастӑн? — Эсӗ летчик пуласшӑн. Часах ҫакӑн пекех те пулса кайрӗ: ҫывӑрма выртнӑ чухне вӑл эпӗ ун патне сывпуллашмашкӑн пыма ыйтатчӗ. — Мӗнле те пулин шанчӑк парсан та юрӗччӗ. Пачах урӑхла, хамӑр ҫемьери пурнӑҫ арканса кайсан, аттене лаша вӑрланӑ тесе айӑпласа, тӗрмене тытса кайсан, никам та мар, мӑнӑн хамӑнах ҫакӑр татӑкӗ ӗҫлесе тупма тиврӗ. Ҫурҫӗре малтанхи хут вӗҫсе кайни ҫинчен ҫырнӑ заметкӑсене хаҫатсенчен каса-каса илеттӗм, вӗсене кивӗ кӗнеке ҫине ҫыпӑҫтарса пыраттӑм. Эпӗ шӑп ҫавӑншӑн килтӗм. Ку — Африка. Выҫӑхни асаплантарма чарӑннӑ. Ак эпӗ сана пӗрре хӑлхунтан янклаттарса ярӑп та тепӗр хӑлхунтан пӗрхӗнсе тухӗ! Алексей хӑраса вӑранса каять. Пӗчӗк кокетка иккӗ пӑхса илсех хӑй мана килӗшнине сисрӗ; вӑл пысӑк сенкер куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ: эпӗ унпа калаҫма тытӑнтӑм, вӑл, ҫут тӗнче курса ҫӳренӗ хӗр пекех, манпа пӗр именмесӗр калаҫрӗ. Ҫав хӑмасене хӑйӑр пытарса хутӑр тесе эпӗ юриех тапранкалатӑп. Рыбин сасӑпах сывласа илчӗ те асӑрхаттарчӗ: — Мужике ҫӗр ӑҫтан пуҫланса кайни интереслӗ мар, унӑн ҫав ҫӗр алсем тӑрӑх епле саланса кайнине, ҫӗре халӑх ури айӗнченех улпутсем мӗнле майпа туртса илнине пӗлмелле. Унтан тарӑн сывласа, ӗсӗклесе йӗни илтӗнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн Монтанелли аллисене, пит хытӑ ыратнӑ чухнехи пек, ҫӳлелле хутласа тытрӗ. Баймаков, ӗмӗрӗ тӑршшӗпех ҫӗр ҫинче асӑрханса утса ҫӳренӗ темле хӑрушӑ чӗрчуна вӑратасран шикленнӗ пек, хуллен калаҫать. Шшш! Ҫав самантрах ун патне икӗ пӗртӑван Гусев слесарьсем пычӗҫ те, асли, Василий, куҫ харшине тӗксӗммӗн пӑрса, хыттӑн:— Кукӑль пур-и? — тесе ыйтрӗ. Кайран хутортан та тарчӗ, кӗркуннечченех ҫухалса пурӑнчӗ, вара ҫӑмӗ тепӗр хут ӳссе ҫитӗнсенех хуҫи патне таврӑнчӗ. Ӑна университета пама палӑртса хунӑ, аран-аран кӑна гимназирен вӗрентсе кӑларнӑ. — Ан пӑрахса хӑварӑр мана, туршӑн та! Манпа тавлашакан юрӑҫӑ тупма пултарас ҫук эсир, мӗншӗн тесен ман пултарулӑх вӑл — турӑ панӑскер… Анчах ҫавна тума ялан хӑнӑхтарни кирлӗ, хӑнӑхтарассине вара кирлӗ чухне ҫеҫ тумалла. — Колхоз апла тӳлемест! Географи вӑхӑтӗнче кӳлӗсенчен тусем, тусенчен юханшывсем, юханшывсенчен типӗ ҫӗрсем тӑва-тӑва хучӗ, вара пӗтӗм тӗнче чи малтанхи хаоса куҫса тӑнӑ пек пулчӗ. Ҫавӑнпа хӑрамастӑп та эпӗ. — Ҫавӑн пек мустанга пӑхмашкӑн аяла ансан та юрать вӗт, — терӗ майорӑн ҫивӗч арӑмӗ. Хӑш чухне, Илья ҫинчен шухӑшласа, вӑл ывӑлӗ ҫав тери кутӑн пулнинчен тӗлӗннӗ; таврара пурте ӑслӑланса пыраҫҫӗ, анчах вӑл, Илья, мӗне кӗтет-ха? Малтанхи хут та ку ӗҫе хӑрамасӑрах тунӑ… Ситанов йывӑррӑн сывласа илчӗ те:— Эх, эсир, ҫӗтӗк-ҫурӑксем… — терӗ. — Вӑкӑрсене илсе килетӗп, — терӗ вӑл чарӑнса тӑмасӑрах. Каҫхи апат хыҫҫӑн манпа пӗрле пыракансем, кунӗпе утса ывӑннӑ хыҫҫӑн хӑйсен утиялӗсемпе пӗркенсе канма выртрӗҫ. Эсир мана шухӑшлакан ҫын туман пулсан, эпӗ гражданин ҫеҫ пулма пултарнӑ. Унӑн ункӑран хӑтӑлма та май пулман. Эль-Койот кантрана тивме те ӗлкӗреймерӗ, вӑл унӑн йӗри-тавра тата хытӑрах туртӑнса ларчӗ. Хыттӑн тӗртсе янипе вӑл йӗнер ҫинчен ывтӑнса кайрӗ. Шырлан хӗрринче ҫав ретсем хушши ҫӗр утӑмран ытла пулман, анчах вӑл хушӑ майӗпе саралсах пынӑ. Воропаев пеккисем, тетӗн эсӗ, пиншер, ҫавӑнпа та вӑл, Воропаев, хӑйӗн пӗрре пинмӗш хакӗ чухлӗ те интереслентереймест сана. Тӗттӗмре Огнянов та куҫран ҫухалчӗ. Иртсе пынӑ чух утрав хӗррисенче электромаяксемпе радиомаяксем курнӑ пулӗччӗ, тӗтре вӑхӑтӗнче хыттӑн кӑшкӑртса карапсене ҫул кӑтартса тӑракан наутофонсем курнӑ пулӗччӗ вӑл. — Ӑнланса илейместӗп, мӗншӗн хуҫа ку таранччен те килмерӗ-ха. Калинин старик шӑтӑкран тухма хӑтланас пулсан, эпӗ хурал пӳрчӗ патне чупса ҫитме пултарӑп-ши? — Интереснӑ. Яра пар! — хушрӗ Разметнов. — Сирӗн ятӑр мӗнле? Пӗррехинче эпӗ хам мирной княҫ патӗнче хӑнара пулнӑ чух аран-аран ҫӑлӑнса юлнаӑччӗ. Пӗр ҫулталӑк ӗҫле те, вара депона вӗренме кӗртме ыйтса пӑхӑп, мӗншӗн тесен шӑршлӑ шыв йӑтнипе санран ҫын пулас ҫук. Морисрен ним те хӑрамалли ҫуккине вӑл пӗлнӗ, шӑлнӗне ҫеҫ чармалла пулнӑ. Ҫак каҫ лӑпкӑ иртмерӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем пурте Мюльреди пурӑнӑҫӗшӗн хӑраса ҫӗр каҫрӗҫ. Тумланасса та начар тумланнӑ, — ах, ҫав тери начар! Халь куратӑн ӗнтӗ, сан парнӳ манӑннинчен чылай хаклӑрах. Вӑхӑтран вӑхӑта карап пуҫӗ хум ӑшне касса кӗрет те, шыв сирпӗнчӗкӗсем бульварк ҫинех ҫитеҫҫӗ. — Эсир мӗн ҫырнине-и? Ҫаплисенех. Куҫӗ шывланнине туйса, вӑл куҫне сарлака ал тупанӗпе хупларӗ те кӳренмеллерех ҫапла каласа хучӗ: — Эсӗ вӗҫтер, сана арӑму кӗтет. Половцев унран: «Йӗкӗчӗ шанчӑклӑскер-и?» — тесе ыйтсан, вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулса илчӗ. Ҫак самантра шӑпах ҫавнашкал тавлашусенчен пӗри чарӑннӑ кӑначчӗ-ха. Шур кӗпе тӑхӑннӑ ҫын сӑмавар, савӑт-сапа патнусӗ йӑтса килчӗ. Акӑ вӑл тахҫантанпа шухӑшра пулнӑ, халӗ пурӑнӑҫа кӗнӗ ӗмӗт! Пакетра мӗн ҫинчен ҫырнине, ӑна халь ҫеҫ вуласа тухнӑ исполком председателӗсӗр пуҫне, никам та пӗлмест. Вӑл ҫак шӑплӑхра хӑйне виле пек туйрӗ. Симурден Европӑри пур чӗлхесене те пӗлнӗ тата ытти ҫӗршыври чӗлхесемпе те калаҫма пултарнӑ. Ялӗсен йӗри-тавра тӑпра купаланӑ, хӳмесем тытса ҫавӑрнӑ, ҫавӑнтах тарӑн ҫырмасем те пулнӑ. Унӑн халсӑрлӑхӗ каллех Фома чӗрине пырса лекнӗ. Хӑшин пичӗ-куҫӗсем йӗпеннӗ, ҫапах та макӑрнине кӑтартмаҫҫӗ. Хыттӑн вуласси мана кӑмӑла каймасть, вӑл мана мӗн вуланине ӑнланма кансӗрлет; анчах ман хуҫасем тимлӗн пӑртак темле чысланӑ пек сӗмсӗрленсе итлеҫҫӗ. Вӑл вилсе кайсан? Хамӑр ялсене курма пит аван-ҫке вӑл… Балкон умӗнче таптаса хытарнӑ лаптӑк пур. Сергей унта хӑйӗн пӗчӗк ковёрне сарса хучӗ. Мучи те, шарманкине патак ҫине вырнаҫтарса, авринчен ҫавӑркалама хатӗрленсе тӑчӗ. Сасартӑк вӗсене темле тӗлӗнмелле япала илентерчӗ. — Ҫавӑнтах, ҫавӑнтах инке! — ӗнентерсе пырать Давыдов, пуҫне пӗшкӗртнӗ май йӑл кулнине пытарса. «Асса хӑтланас» килместчӗ, анчах ҫакӑ пире Людмилӑпа иксӗмӗре ҫынсем калаҫман япала ҫинчен калаҫма чармастчӗ. — Ӑҫталла эсир? — терӗ Иван Игнатьич, хуса ҫитсе. Кулӑшла. — Эсӗ хӑҫан та пулин циркра пулнӑ-и? Мӗн эсир! — терӗ Анна Сергеевна, анчах Арина Власьевна ӑна итлемерӗ, Василий Иванович: «ангел! ангел!» — тесе ҫеҫ тӑчӗ. — Тӑватӑ ҫул хушши тӑсӑлнӑ вӑл тӗлпулу… анчах: вӑл ӗлӗк пулнӑ. Ут-пӳ вилнӗ хыҫҫӑн кашни ҫыннӑн чунӗ ҫавӑнта пурӑнать, теҫҫӗ пире ассирсен асамҫисем. Вӑл кунта тин кӑна килнӗ; васкаса та кулкаласа Давыдова ҫапла каласа парать: — Ирхине ирех ман патӑма тӑватӑ карчӑк пырса кӗчӗҫ. — Кӑмӑлӑра тупсамӑр… вӑхӑтне тӑсӑр, — ыйтнӑ Фома, пуҫне именӳллӗн чиксе. Пеммикан ҫав тери тутӑ тытнӑ, хырӑмӗ выҫса ҫитнӗ пысӑк ҫынна тӑранма икҫӗр грамм та ҫитнӗ. Анчах та нихӑҫан та хӑвна юратаҫҫӗ, тесе ытлашши шанса тӑма юрамасть. Ҫывӑхрах палламан карчӑк тӑрать-мӗн. Хучӗ те акӑ кунтах, — терӗ Фабрицци хӑйӗн сӑмахӗсене татса. Тӗттӗмре, йӗпе юр пӗрчисем йывӑррӑн вӗҫе-вӗҫе ӳкеҫҫӗ. Ман шухӑшпа, ку ҫамрӑка асӑрхаттарасах пулать. Теоремӑсемпе ӑнлантарса панисене пурне те эмел чӗркемелли ҫӳхе те хытӑ хут ҫине тӑрӑшса ҫырса пыраҫҫӗ, ҫырасса вара пуҫ ыратнине чаракан эмелтен тунӑ чернилпа ҫыраҫҫӗ. — Начар перетӗр, тусӑмсем! — терӗ Пӑван. Акӑ хайхисен пӗр уйӑх та иртнӗ, тепре те иртнӗ, виҫӗ пӗчӗк карап тавра ҫаплах вӗҫӗ-хӗррисӗр океан кӑна курӑннӑ. — Ҫапла тусӑмсем, хӑвӑрпа пӗрле Окорок пулнишӗн телейлӗ эсир. Вӑл яланах сирӗншӗн шухӑшлать, — терӗ вӑл. Престол хыҫӗнче кӗмӗлпе эрешлесе тунӑ чӳрече карри хӗвел ҫинче йӑлтӑртатать. — Чӑнах-и? Никам та юрласшӑн пулмарӗ, вара Емельян хӑй юрласа ячӗ. — Эсир тем ҫине пӑхса киленнӗ пекех пулса тухать! — терӗ Софья хыттӑн. Старик хӑйӗн ӗмӗрӗнче икӗ арӑм пӗтернӗ, — пӗри вӗсенчен туй хыҫҫӑн малтанхи каҫах Ананий ытамӗнче вилсе выртнӑ. — Лайӑх хӗрарӑмсем ҫинчен. Вӗсем яланах самӑр пулччӑр, асту — хытӑ чуптарса ан ҫӳре, ураран ӳкмелле ан хӑвала. Паганель шӳт туса пырсан та Гленарван пурпӗрех ҫавӑн пек пуласран хӑрать, ҫавӑнпа та сӑртсене пӗрлештерекен ту хырҫи урлӑ каҫса кайиччен унӑн ӑшчикӗ пӗрре те лӑпланмарӗ. «Лиза каланӑ вырӑна пырас пулсан, манӑн хӑюллӑрах пулмалла. Пӗрле вӗрентни ачасемшӗн иккӗшиншӗн те пит усӑллӑ пулчӗ. Ахаль чух гаремра ытларах реххетленет. — Мӗн? — Ара эпӗ сан пирки калаҫмастӑп та. Эпӗ чиркӳсене хупассине хирӗҫ ҫухӑрнӑ леш типсем пирки калатӑп. Ыршӑршӑллӑ Курӑк сӗртӗнчен кӑнтӑралла выртакан ҫӗршывра Америка ҫыннисем — Вӑрӑм Ҫӗҫӗсем, вӗсене индеецсем ҫапла чӗннӗ, хуҫа пулса пурӑнни ҫинчен тата Англи ҫыннисем — Хӗрлӗ Курткӑсем ҫурҫӗрелле выртакан ҫӗрсене туртса илни ҫинчен каласа парсан, Хура Урасем сӑмах калас вырӑнне кулса кӑна илнӗ. Яла нимӗн пӗлмесӗр кӗме юрамасть. — Эсӗ хӑвна мӗн таран ирӗкрех те тӗлсӗртерех тытатӑн, сана шалу ҫавӑн чухлӗ ытларах тивет. Пӗркунхине Вернер хӗрарӑмсене: «Тасс хӑйӗн «Ирӗке тухнӑ Иерусалимра» каласа панӑ тухатмӑшланӑ вӑрманпа танлаштарнӑччӗ. Ҫак хула ытти хуласенчен уйрӑм мар. Стена тулашӗнче чӑнах та темскер кӑштӑртатать, алӑк айӗнчи ҫӗре чавнӑ пек туйӑнать. Пӗр-пӗрне хамӑрӑн шухӑшӑмӑрсене каласа памашкӑн шут тытма эпир учительсем ҫӳресе вӗрентекен ачапа пысӑк балсенче ташлакан ҫын хушшинче пысӑк уйрӑмлӑх пуррине туйрӑмӑр. — Эпӗ лайӑх пурӑнӑҫа юрататӑп, — терӗ Ситников тивлетлӗхпе. Хӑшпӗр чухне, чӑх тислӗкӗн пӑчӑ шӑршийӗнчен хӑтӑлас тесе, эпӗ вутӑ сарайӗнчен тухса каяттӑм, сарай тӑррине улӑхаттӑм та, ҫуртра ҫынсем епле вӑраннине сӑнаттӑм, ҫывӑрса кӳпчесе кайнӑскерсем куҫсӑр пек, темӗн пысӑкӑшӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Мӗнпур вӑйне пухса пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ, типӗ курӑксем ӑна, ӗнсерен те, ҫурӑмран та ҫатлаттарса илеҫҫӗ, урисем унӑн, ҫӗре перӗне-перӗне, ҫапкаланса пыраҫҫӗ. Мӗскӗн станца пуҫлӑхӗ! Хусанта Фома Маякинран телеграмма илнӗ, вӑл телеграммӑпа хреснашшӗ: «Халех пассажирскипе тухса кил», — тесе кӗскен ҫеҫ хушнӑ. Николай Антоныч ун ҫине пӑхса илчӗ. Ачасен амӑшӗсем тинех сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ, Огнянова тав туса пӑхрӗҫ. Ку хирӗҫӳ мӗнпе вӗҫленӗ пулӗччӗ-ши, паллӑ мар, анчах ҫак самантра, ачана чей ӗҫме чӗнсе, Иохим кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Анчах вӗсем пулнӑ! Пилӗкшер фут сарлакӑш икӗ пысӑк урамӗ тӳрӗ кӗтес туса пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каяҫҫӗ те хулана тӑватӑ квартала пайлаҫҫӗ. — Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ халь? Ытла та хытӑ тарӑхса кайрӑм, нимӗн те ӑнланманшӑн ҫавӑнтах вӗлерсе пӑрахасшӑнччӗ путсӗре. Вӑл, хӑй выльӑх пулин те, ана-кӑна чухламалла-ҫке-ха, хӑш вӑхӑтра утӑ ҫинче командировкӑра ҫӳремеллине те, хӑҫан мӑшт кӑна йӑпшӑнса выртмаллине те пӗлмелле… Василий Иванович ӑна чӗнмесӗр пулӑшрӗ. Арина Власьевна ун патне кӗчӗ те, унӑн сывлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ. Киле ҫитсе кӗнӗ чухне тенӗ пекех, вӑрҫӑ пынӑ кунсенче, унӑн иккӗмӗш пурнӑҫӗ пуҫланчӗ. Ҫапла калаҫса Гленарванпа боцман пулнӑ ҫын фургон патне пычӗҫ. Ку мӑйкӑчсӑр пуҫне, вӗсене тата икшерӗн пилӗкрен йывӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрларӗҫ. Колхозсенчен тахҫанах таврӑннӑ хыҫҫӑн парти историйӗ ҫинчен лекцисем хатӗрлекен Воропаев ҫак канашлӑва каяс темерӗ, килте юлса, хӑйӗн «ҫурма хуҫайккипе» — Лена амӑшӗ Софья Ивановнӑпа калаҫса пӑхма шутларӗ. Корытов нумай калаҫма юратнине шута илсе, вӑл ҫакна ӑнланчӗ: ытти нумай канашлусем пекех, ҫак канашлу та районри лару-тӑру ҫинчен председатель пулса ертсе пыраканни хӑй мӗн шутлать, ҫапла калаҫнипех иртсе каймалла. Ҫак канашлу ҫынсене ӗҫе лайӑхрах пӗлсе илме пулӑшни ҫинчен кам та пулин калать-калатех. Ҫакӑн ҫинчен йышӑннӑ резолюцие пӗрремӗш почтӑпах обкома ярса парӗҫ. Ҫавӑн пек канашлусене Воропаев юратман. Сут, ил акӑ пӗр тенкӗ, ну? Мелник алӑк патне пычӗ, сӑлӑпне тата лайӑхрах чикрӗ, каялла ҫаврӑнчӗ; хӑй шап-шурӑ шурса кайрӗ. — Ну-ну, ачам, — терӗ вӑл. Иккӗшӗ те ҫаплах чӗнмерӗҫ-ха, хӑйсене темле мелсӗррӗн туйрӗҫ. Пӑхрӑм та хам та кулса ятӑм: эпӗ урапасем патне таврӑннӑ хушӑра мучи те кӗпипе шӗлепкине хывса пӑрахнӑ, йӗм вӗҫҫӗнех пуринчен малта ҫӗмӗрттерсе пырать, кукши кӑна йӑлтӑртатать, кӑвак сухалӗ ҫилпе ҫурӑмӗ хыҫӗнчех вӗлкӗшет. — Хам ҫумрах, — терӗ те вӑл, аллине хӗвне чиксе ячӗ. — Апла-тӑк эпӗ ӑна хамах тӑвӑп. Эпӗ ун патне копине ярса парӑп. Халӑх хушшинче Рузвельт ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ. Ӑна курнӑ ҫынсем пурте вӑл аван ҫын пек туйӑннӑ теҫҫӗ. Паллах, ниме тӑман япала! унпа Журина патӗнче пурӑнас-и е ӗҫмесӗр, ҫимесӗр тенӗ пек, колхозсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрес-и? — Ман тете те сана юратмасть! Тата, юлашкинчен, кам йӑнӑшни ытла паллах мар-ха. Носков-и, е вӑл, Яков? Пирӗн Таля Лагутинӑпа иксӗмӗр хушӑмӑрта темӗнле япала пулса тӑчӗ. Марыся, аллисемпе чӗркуҫҫийӗсене ыталаса тытнӑ та, пӗр сиккелемесӗр ун еннелле пӑхса, улӑм ҫинче ларать. Амӑшӗ хохол ун умӗнче савӑнӑҫлӑрах пулнине, пӗрмай шӳт тунине, пуринчен те хӑйне майлӑ ҫемҫен тӑрӑхланине, ҫак майпа Наташӑна хаваслӑн култарнине асӑрхарӗ. Вӑл пӗр чӗнмесӗр пуҫне сӗлтрӗ, куҫӗсенчен вӑл пӑшӑрханса ӳкни сисӗнчӗ. — Унтан. Огнянов шухӑша кайрӗ. Скобкӑсем хушшинче Вера хӑй енчен: Костя ытлашши хушса калать, тенӗ. — Ӗҫсем питех савӑнӑҫлах мар ҫав, — тенӗ вӑл, тӗксӗмленсе, — поставкӑсем ҫук… задатоксем те илеймерӗмӗр… ну, ҫавӑнпа — йывӑртарах. Каварҫӑ ҫӑкӑр татӑкӗ ӑшне мӗн те пулин пытарнине сасартӑк ӑнланса илчӗ Пӑван. — Эсир туртса илтӗр-и ӑна вӗсенчен? Софрон ҫакна ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ пулас. Паллашман вӗт эс… Вӗсем пурӗ вунӑ ҫынна яхӑн пулнӑ. Пӗтӗм хулипе те чи аван суту-илӳ! — Улттӑ ҫурӑпа тесе каланӑ сана. — Эпӗ нумай пулмасть Улитана хӑтана яратӑп, терӗм, — терӗ амӑшӗ. Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: Пруссия королӗ манпа тытӑҫма пултарӗччӗ-и? Чӑсӑлса тӑрса, вӑл хӑвӑрттӑн каларӗ: — Wir mussen gehen. Амӑшӗ савӑннипе кулса ячӗ: — Тинех ҫитрӗн-и? Килтӗн-ха эппин! — Йышӑнаҫҫӗ-и вара? Ҫуртне вара гранит тӗсӗпе сӑрланӑ, Миргородри ытти ҫуртсене шурӑ тӑмпа кӑна шураткаланӑ. Ҫурҫӗрти е Кӑнтӑрти Америкӑран, — ку асар-писер тӑвӑлта тем тӗрлӗ, — хуть пӗринчен те пулин «Пилигрим» иртсе кайма пултарайман вӗт-ха! Радӑпа Станка хӑйсене тепӗр хут тимлесе кӗттерсе тӑмарӗҫ, юрӑ пуҫласа та ячӗҫ, унтан ытти хӗрсем те, икӗ ушкӑна пайланса, юрра хутшӑнчӗҫ. — Каласа пар-ха, Илюш, мӗнле илтрӗн эсӗ хӗртсурта? — тет каллех Федя. Майданов мана Зинаида адресне пачӗ. — Эсир, калаҫӑва пула, хӑнана эрех сӗнме те маннӑ… — тенӗ юлашкинчен, темиҫе самант хушши аванмарланса тӑнӑ хыҫҫӑн. — Oui, monsieur, oui, oui, je suis musicien; je joue tous les instruments possibles! Ӑҫта вӑл халӗ? — Хысна укҫине салатса янӑ… Палларӗ те, кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнипе, ерипентерех ута пуҫларӗ. Павел лутрарах чекист ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Кам хӑвалать вӗсене, кам тӗртет? — Эпӗ пӗлетӗп ӑна. Княжнан илемлӗ пит-куҫӗ шуралса та тӗссӗрленсе кайнӑ. Пӳртсем ҫумӗпе, сайра-хутран кӑна тенӗ пек, ҫынсем ирткелесе ҫӳренӗ. Вӑл ҫӑварне уҫнӑ, анчах, хреснай ывӑлӗ ҫине шикленсе кайнӑнах тӗлӗнсе пӑхса, нимӗн те калайман. — Ҫын ӗҫне ан хутшӑнсамччӗ! — тесе ӑна ӳкӗтлеме тапратрӗҫ. Сӑлтавӗ вара ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: арӑмӗ хӑйне Гремячири пӗр темле каччӑ килӗштернине кӑмӑлласа йышӑннӑ имӗш. — Ларма пултаратӑр, — тенӗ председатель. — Вунтӑххӑрмӗш ҫулта хӗрлисем бронепоезд ҫине лартнӑ тӑватӑ дюймлӑ тупӑ етрине ман умма персе ӳкерчӗҫ. Палламан ҫын чӗререн, ӑшшӑн калаҫнине туйсан, Каштанка унӑн аллинчен чӗлхипе ҫулласа илнӗ те татах хӗрхенмеллерех йынӑшса янӑ. Эпӗ ҫынсене тӗсесе пӑхатӑп — мӗн те пулин пулнине вӗсен сӑнӗсенчен пӗлме ҫук-ши тетӗп, анчах нимех те палӑрмасть. Акӑ, пальмӑнах илӗпӗр! — Эпӗ те пыратӑп. Унтан вӑл манран ҫакнашкал япала ман тӑван ҫӗршывӑмра тата эпӗ хам ҫитсе курнӑ ҫӗршывсенче палӑрнипе палӑрманни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Вӑл эпӗ мӗн каланине илтеймерӗ. — Эпӗ кам? Залра ахӑлтатса кулса яни унӑн сассине хупласа хучӗ. Эпӗ тем тума та хатӗрччӗ! Пӗрре витрелӗх кирлӗччӗ, э? — тенӗ вӑл ассӑн сывласа, кулкаласа. Анчах, нумай аш ҫиес пулсан, сывалма пулать пулӗ. Сывалатӑп та пулӗ те-и. Вӑл ун ҫинчен те, вут чӗртме кирли ҫинчен те манса кайнӑччӗ. Хӑтӑлса тарнӑ-и? Пирӗн гимназирен вӗренсе тухмалла. «Капла эпӗ пӗтетӗп вӗт!» — тенӗ вӑл; анчах хӑрама пӑрахас тесе вӑл лашине тата хытӑрах хӑвала пуҫланӑ, хӑй пӗрмай явӑҫса вӗҫекен юр ӑшнелле пӑхнӑ, унта ӑна темле ҫутӑ пӑнчӑсем курӑннӑ пек туяннӑ, анчах вӗсем тӗллесе пӑхсанах ҫухалнӑ. Юлашкинчен эпир мӗн тумаллине аран-аран ӑнланса илтӗмӗр: кукӑль ӑшне вӗрен пусмана кӗртсе хумалла та ҫаплах пӗҫермелле. — Айвансем! — имшеррӗн каласа янӑ Ежов. — Пӗр шухӑшласан, эпир кунта, тӑшман хупӑрласа илнӗ хулара, ҫакӑн пек пурӑннинчен тӗлӗнмелле, — терӗ Гальцин, стаканне илсе чӳрече патнелле пынӑ май, — фортепьяно, хӑймаллӑ чей, хваттерӗ тата, тӗрӗссипе каласан, Петербургра эпӗ, хамӑн кун пек хваттер пулас пулсан, хаваслансах пурӑннӑ пулӑттӑм. Тепри — хӑйӗн кинӗ пулнӑ, вӑл ӑна ывӑлӗнчен туртса илнӗ. Ывӑлӗ хуйхӑпа ӗҫке ернӗ, ӗҫе-ӗҫе кӗҫех пуҫне ҫимен, анчах, вӑхӑтра тӑна кӗрсе, Иргиз ҫинчи мӑнастыре ҫӑлӑнма тухса кайнӑ. Хӑйне ыйхӑ пуснӑ пулсан та, пӗтӗм шӑмшакки ывӑннӑ пек пулсан та, вӑл пилӗк минут хушшинчех тумланса ҫитрӗ те аялалла анчӗ. Каллех кулса ячӗҫ. Ҫырана тухас умӗн унпа сывпуллашнӑ чухне Желамбр ҫак Бретони мужикне пилӗк таран пуҫ тайрӗ. Старике эсир хӑвӑр та кӳрентермӗр ӗнтӗ… Пӗтӗм хӗвеланӑҫне ҫӗрлехи пек тӗттӗм хупласа илчӗ. Каҫхи тӗттӗме сирнӗ вӑрман хӑйӗн мӗнпур мӑнаҫлӑхӗпе курӑнса кайрӗ. Эпӗ ӑна йывӑрлӑха кӗртрӗм-ха. — Мӗн тата? Ӗмӗрне те манмӑп!.. Ҫакна тавҫӑрса илнипе унӑн ҫилли каллех капланса килчӗ, вӑл пӗтӗм кӗлеткипе сивӗнсе кайрӗ те аллине кӗсйине чиксе ура ҫине тӑчӗ. Хӳме тытнӑ лаптӑк — йӗри-тавра пӗр миля сарлакӑшех сарӑлса выртать. Вӗсем харкашма пуҫларӗҫ. Ҫак инкекрен ҫӑлӑнас тесе, гуигнгнмсем ирсӗр чӗрчунсене пӗтӗм тавраран ҫавӑрса илме шутланӑ, вӗсем вара ехусен пӗтӗм кӗтӗвне хупӑрласа илнӗ. Василий Васильевич калаҫма чарӑнчӗ. Утрав пуҫлӑхӗ мана хӑйпе пӗрле апатланма ирӗк парса хисеп турӗ. Гленарван, тӑвӑл нумай чарса тӑрӗ тесе, хӑракаласа калаҫрӗ, анчах Паганель барометр ҫине пӑхса илчӗ те ӑна пӑшӑрханма хушмарӗ. Анчах тыткӑна лекнисен ушкӑнӗ ҫывхарнӑҫем ҫывхарсах килет. Дуэль тӑвакансем иккӗш те таверна патӗнче, унӑн хире-хирӗҫ пуҫӗсенче тӑнӑ. — Вуламалли кӗнекесем? — тӗлӗнчӗ герцог. Ку вӑл тӳррӗмӗнех контрреволюцилле ӗҫ тума тапранса тухни пулать! Хамӑр колхозникӗн, Игнатенок Михаилӑн арестленӗ амӑшӗ Разметнова ҫавӑтса пынӑ чухне: «Антихриста ҫавӑтса пыраҫҫӗ! Муани-Лунга арӑмӗсем хыҫҫӑн ун министрӗсем, ҫар пуҫлӑхӗсем, асамҫӑсем пыраҫҫӗ. Вомбат — курӑкпа пурӑнакан чылаях шултӑра чӗрчун, вӑл сурӑх пысӑкӑшӗ, анчах урисем кӗске, какайӗ калама ҫук тутлӑ. Ку енчен хӑрамалли пулмарӗ. Вӑл хӑйӗн ачисене аса илет, эпӗ ун чухне ҫамрӑкчӗ-ха, пурӑнас килчӗ ман… Ҫак шавлӑ вырӑн пуринчен ытла уяв кунӗсенче халӑх ушкӑнне хӑй патне илӗртсе кӗртет, турра кӗл туса пурӑнакан хӗр-манахсем вара пынӑ хӑнасене хулари кулӑшла сӑмахсемпе те чие юрмипе хӑналаса пӑхса яраҫҫӗ. Мими кӑмӑле кунтан-кун хуҫӑлнӑҫемӗн хуҫӑлса пычӗ, эпир ҫитӗнсе пысӑклана пуҫланӑранпа вӑл никамран та тата нимӗнрен те лайӑххине нимен те кӗтмен пек туйӑнчӗ. Ӑна тӗпсӗр пушӑ вырӑн хупӑрласа тӑнӑ пек туйӑнать мана; унӑн ҫывӑхнерех пырсассӑн, — таҫталла путса анса каймалла пек. Эпир, сехӗрленнӗскерсем, хамӑрӑн пӗчӗкҫӗ мӗскӗн кимме, хамӑрӑн мӗнпур тара тата мӗнпур апат-ҫимӗҫе ҫуррине тиенӗскере ҫаплипех пӑрахса хӑварса, шыв урлах ҫыран хӗррине ҫитрӗмӗр. — Хӗнесе тӑкрӗҫ? Ҫулти пирвайхи кунсенче Анголӑна Атакама ҫеҫенхирӗ пек кӑтартма мана йывӑрах марччӗ — эпӗ унта пӗрре пулнӑ вӗт. Ҫакӑнта лекнӗ те вара мана. Городовойсем атте патне пычӗҫ, ӑна аллинчен ярса тытрӗҫ. — Гретхен! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна инҫетренех. Фанертан тунӑ чӑматанта унӑн пӗр хут татӑкӗ те пулман. Ну, Джеймс, халӗ эсӗ пирӗн Артуртан пархатар кӗтме ҫуккине ӑнланса илтӗн пулӗ ӗнтӗ тетӗп. Игнатьева: пурне те театра пухатпӑр та совет влаҫӗ ҫинчен каласа паратпӑр, тет, а манӑн сӑмах каламалла, тет. Келли, условине ҫырӑр! А-ӑ-а! Пуянлӑхра эпӗ пӗр минутлӑха та телей тупас ҫук; пуянлӑхпа иртӗхсе пурӑнасси пӗр мӗскӗнлӗхе йӑпатать ҫеҫ. Янкель мӗнпур тӗл пулакана «ку эпир, ку вӑл эпӗ, хамӑрӑннисем!» тесе пычӗ. Эпӗ ӗлӗк ҫынсене ҫилленеттӗм, анчах шухӑшларӑм та — куратӑп: ҫилленме кирлӗ мар. Апат хыҫӗнчен кофе пачӗҫ — шӗвӗ те хӗрлӗрехскер, нимӗҫ кофиех ӗнтӗ. — Мӗн пулчӗ капла сана? — терӗ вӑл мана алӑ парса. Вӑл хӑй тата унӑн йӑхӗнчи ҫынсенчен нумайӑшӗ карап ҫинче тӑтӑшах ҫӗр каҫнӑ. — Помяловпа Воропанов, сана вутӑ нумай кирлӗ пулассине пӗлсе, таврари вӑрмансене пӗтӗмпех сутӑн илесшӗн, сана хӗстерсе лартасшӑн. Халӗ ӗнтӗ сӑмахсем хӑйсем е вӗсен шухӑшӗ мар, пуринчен ытларах вӗсен сасси, вӑйӗ, хумханӑвӗ тӗп вырӑн йышӑнчӗ пулӗ. Анчах та манӑн утасси капла пушшех вӑрахланать». Каллех шыв урлӑ каҫма тытӑнчӗҫ. — Вӑл пырать-ха… лар-ха кунта… Икӗ матрос кӗсменсене пӑрахрӗҫ те хыпаланса вельботри шыва тӑкма пуҫларӗҫ. Халл капитан ҫак вӑхӑтра троса татса ячӗ — вӑл халь усӑсӑрччӗ ӗнтӗ. Кӗсменсем чӗриклетни сунарҫӑсем ҫывхарнине ан систертӗр тесе, чи малтан вӑл руль тытса пыракана кит патне ҫиле хирӗҫле пыма хушрӗ. — Ниепле те паллаймастӑп. — Ҫук, тӑван мар пиччесем ҫеҫ… Вӑл хӑйсемпе пӗрле пыма пулнишӗн вӗсем пурте хӑйсене телейлӗ тесе шутлаҫҫӗ, пӗр ирландец ҫеҫ, маттур та савнӑ помощника ҫухататӑп тесе, телейлӗ пек туйӑнмарӗ. Бэла ытлах хирӗҫмерӗ, темиҫе хутчен вӑл: «Поджалуста, поджалуста, не нада, не нада», — тесе кӑна илчӗ. Таҫтан килсе тухнӑ дворник пахчаҫӑ хыҫне вырнаҫрӗ. Халь вара манӑн ҫывӑрас килет. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл Энскран таврӑниччен кӗтсе пӑхмалла пулать. Ку мӗнле кутӑнлӑх вара санӑн? — Ҫака вӑл — страсбург кукӑлӗ пулать, ячӗ ун ҫапла… Ватӑла киле вӑл япаласем ҫине ҫирӗппӗн пӑхма хӑнӑхать тата улшӑнми правилӑсем тӑвать, анчах вӗсем пурнӑҫра мӗн тери усӑ парассине шута илсе кӑна, хӑйне телей те савӑнӑҫ кӳрекен ӗҫсемпе пурнӑҫ йӗркине вӑл лайӑх тесе шутлатчӗ, ытти ҫынсене те яланах ҫапла тума сӗнетчӗ. Чӑнах та ҫакна калас пулать: хальхи пуху малтанхинчен тата тепӗр енчен уйӑрӑлса тӑрать, ку хутӗнче хӗрарӑмсем те — арӑмсем, аппӑшӗсемпе йӑмӑкӗсем тата хӗрӗсем те килнӗ. Хӗрачасем чупса тухрӗҫ те эпир ҫӳле хӑпартӑмӑр. Вӑл аяла анса ҫитсен, аялти пусма ҫинчен ҫӗр ҫине ярса пуссанах, унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине такам хӑй аллине хучӗ. Тухтӑр пӳлӗмри пӗр кӗтесре хуйхӑратчӗ, Рада тепӗр кӗтесре хӑраса ӳкнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра кӗтмен ҫӗртен пусма тӑрӑх хӑпарнӑ ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Ултӑ ҫулхи ненец ҫӑварне чӗлӗм хыпнинчен, морж шӑммине илсе килнӗ карчӑка темскер хушнинчен те тӗлӗнсе кайрӑм эпӗ. — Пӗлетӗп; вӗсем сахал мар, эсӗ ху та пӗлетӗн вӗсене. — Мӗне курмашкӑн вара, ӑҫталла пӑхса ҫӳретӗн эсӗ? — Ҫук. Ӗнтӗ Бенедикт пичче асаплӑ чӑнлӑха кӑшт та тӗшмӗртменни паллӑ пулчӗ. Тӗрӗс ӗнтӗ, пирӗн кӑмӑл туртӑмӗсем пӗр евӗрлӗ: вӑл та, эпӗ те, эпир иксӗмӗр те, сӑвӑсем вулама юратмастпӑр: иксӗмӗр те художествӑра нимӗн те пӗлместпӗр. Ну, епле, Максимыч, пурте йӗркеллех-и? — Хам патӑма хӑна килессе эпӗ малтанах сисрӗм, — терӗ ыйткалакан. Октябрь революциччен Лисицын Тулӑри хӗҫпӑшал заводӗнче токарь станокӗпе «командовать» тунӑ. Ҫав станок ҫинчех унӑн аслашшӗ те, ашшӗ те тата вӑл хӑй те ачаранпа тенӗ пек тимӗр каснӑ, тимӗр якатнӑ. Джон хӑй ҫак утрава пӗлни ҫинчен пӗр шикленмесӗр кӑтартса пани мана тӗлӗнтерсе ячӗ. Йышӑнас пулать, вӑл ман патӑма пынине курсан, эпӗ хӑраса кайрӑм. Тӗрӗссипе каласан, ку аш ватӑ сунарҫӑсем тытса лагера илсе килнӗ бизон, пӑши тата пӑлан ашӗсенчен тутлӑ пулман, ҫапах та ачасем ӑна юратсах ҫинӗ. — Сутаҫҫӗ те ирсӗрленеҫҫӗ тетӗн-и? Горева самоходка чарӑничченех сиксе тухрӗ. Яков Лукич канаш панипе, Давыдов вӑрлӑхлӑх тулӑ кашни гектар пуҫне, пӗтӗмӗшлетсе илсе, ҫичшер пӑт, пӗтӗмпе — 4669 пӑт хывма сӗнчӗ. — Ун пек те пулма пултарать, — терӗ Давыдов, шухӑшласа. Кунта килнӗ хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен, капитана хамӑн ҫемьепе килти ӗҫсем ҫинчен кӑшт-кашт каласа панӑ хыҫҫӑн, вӑл мана хамӑн тӑван ҫӗршыва каймалли ҫинчен, унта хамӑн арӑмпа тата ачасемпе пӗрле пурӑнма кирли ҫинчен каласа пачӗ. — Каласа пама хатӗр эпӗ. — Эсӗ вӗсене ху ҫине шантарса илетӗн пулсан, тата вӗсем чикӗ ҫывӑхне урӑх пымӑпӑр тесе сӑмах парсан, вӗсем пулӑшу урӑх майпа параҫҫӗ пулсан эпӗ вӗсене ахалех яратӑп, — терӗ Сахаров Корчагина. Анчах пит сайра законсем ҫеҫ ҫакӑн пек вӑрӑм пулаҫҫӗ. — Лайӑх номер. — Пырать. — Эсӗ ун пеккине вӗлерме пултарнӑ пулӑттӑн-и? — нумайччен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн шухӑша кайса ыйтрӗ Павел. Путсӗрскерсем!.. Вицмундире йӑлтах вакласа тӑкрӑм, мӗншӗн тесен мантие йӑлтах урӑхла ҫӗлемелле. — О, эпӗ те пӗлетӗп куна! — хавассӑн тытса илчӗ Шурочка. — Анчах та ман урӑхларах. Малалла калӑр, — терӗм. Вӑл хӑтӑлма пултарӗ-ха, ҫавӑн пек бандит ун упӑшки пулаймӗ, тесе ӗмӗтленетӗп. — Мӗн чухлӗ телей кӳчӗ мана вӑл ҫын… — терӗ Софья хуллен. Авӑ мӗнле иккен, авӑ мӗнле! Занавескӑсемпе чечексен каррисем витӗр эпӗ кураттӑм: пӳлӗмсем тӑрӑх офицерсен яштака кӗлеткисем куҫса ҫӳретчӗҫ, ҫаврака майор йӑваланса утатчӗ, вӑл тӗлӗнмелле простӑ та илемлӗ тумланнӑскерччӗ, ярӑнса ҫӳретчӗ. — Салататпӑр, салатса паратпӑр винтовкӑсене, — килӗшрӗ ҫамрӑк рабочи Ермаченкӑпа тата Стружковпа. — Валя, — терӗм эп. — Акӑ мӗн. Укҫу пур-и санӑн? Уэлдон миссис вара Бенедикт пиччӗшне факторирен Алвиш хушнипе таҫта илсе кайрӗҫ пуль текен пӑшӑрханчӑк шухӑш патне пырса тухрӗ. Вӑл вилсен те ҫав тери хитре: унӑн тин ҫеҫ темӗн пек вӑйне тата кирек мӗнле хӗрарӑма та ҫавӑрма пултаракан сӑнне палӑртса тӑракан харсӑр пит-куҫӗ хӑйӗн илемне ҫухатман-ха; унӑн вилнӗ ҫынна витмелли бархат пек туйӑнакан хура куҫхаршийӗсем шуралса кайнӑ пит ҫинчи йӗрсене уҫҫӑнтарах кӑтартса тӑраҫҫӗ. — Капитан, — терӗм эпӗ, — Трелони питӗ тӗл перет, анчах унӑн пӑшалӗ шывра йӗпенчӗ. «Кейро тӗлӗнчи ҫыран вашмӑк», — тенӗччӗ Джим. Унӑн таврашӗнче пурнӑҫ вӗрет, анчах вӑл вӑйлӑ, сывӑ, чӗрӗ пурнӑҫ! Вӑл хӑй хыҫҫӑн, чирлӗ кашкӑр йӗрлесе пынине питӗ аван пӗлет, кашкӑрӗ хӑй чирлӗ пулин те ҫак ҫын вилессе кӗтет. Мӗн тӑватӑн эс иккӗпе, — терӗ старик, чӑнласах тухакан куҫҫульсемпе ӗсӗклесе. Ҫав тери янӑравлӑн та кӗвӗллӗн кулать хӗр, ылттӑн савӑт ҫине кӗмӗл пӑр тӑкӑннӑ пекех. Ҫавӑнтах ҫак вӑрттӑнлӑхӑн тупсӑмӗ те палӑрчӗ. — Пӑсать вӗт сана! Кам лартрӗ вӗсен сӑпкисене пушар тухас вырӑна? — Хамӑр ялсем ӗнтӗ. Утравсен ячӗсене вара ҫапах та Колумб панӑ пекех хӑварнӑ, анчах ҫӗршывне Вест-Индия тенӗ, вӑл ӗнтӗ Хӗвеланӑҫ Инди тени пулать. Чӑн Индие Хӗвелтухӑҫ Инди тенӗ (халь ӑна Инди тесех калаҫҫӗ). Павел ун аяккине шӑтӑк пукан ҫине ларчӗ. Ҫак государь пуҫне ҫар пухса хӑйӗн халӑхне ҫар дисциплинине вӗрентес шухӑш епле пырса кӗни мана пит интереслентерчӗ. — Джонни! — терӗ амӑшӗ. Вӑл хӑйӗн хура-тур лашипе яштака тополь пек вӗҫтерсе ҫӳрерӗ. Пӗчӗкҫеҫҫӗ тата… ача пек… — Пултарать, мистер О'Нил. Анчах ларсан, унӑн суранӗсем тата хытӑрах ыратма пуҫланӑ, сӑнӗ-пичӗ хуралса кайнӑ. Пӑртак лӑплансан, Якименко ахальтен каланӑ пек каласа хучӗ:— А санӑн юлташу Днепр шывӗнче путса вилчӗ, вӑл шыва чӑмнине эпӗ кӑшт ҫеҫ курса юлтӑм, — тесе пӗтерчӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне, унтан, затвора аллипе тытса пӑхса, сумкинчен обойма туртса кӑларчӗ те ӑна магазин коробкине хучӗ. Ҫакнашкал улшӑну пӗр сӑлтавсӑрах пулнӑн туйӑнать, мӗншӗн тесен амӑшӗ ӗлӗкхи пекех кӑмӑллӑн кулать тата унӑн пур хусканӑвӗсенче те ӗлӗкхилле йӑвашлӑх палӑрать. Унӑн урӑх енӗ маншӑн паллӑччӗ ӗнтӗ. Вӑрҫӑчченхи пек чаплӑ праҫник туса ирттересси ҫинчен ҫак ирхине Мускавра никам та шутламан, Аслӑ праҫнике кашниех хӑй ӑшӗнче асӑннӑ. Халӗ темӗнле акустика меслечӗпе пӗр-пӗрин сассине илтетпӗр пулин те, пӗр-пӗрне алӑпа сӗртӗнсе пӑхма пултараймастпӑр. Вӑл хӑйне врачсем хушнӑ процедурӑсене ҫав тери ҫине тӑрса туса пычӗ, хӑйне панӑ эмелсене пӗтӗмпех ӗҫрӗ. Нина Капитоновна вӑхӑтлӑха кунтах юлать-ха, — Катя хӑйне пурӑнма институтран икӗ пӳлӗмлӗ хваттер иличчен. Ҫынсем халӗ пӗтӗм Польшипех йытӑ пекех выҫӑ: пулла та вӑрласа пӗтерӗҫ, пана та тупӗҫ». Унӑн урисем утми пулнӑ-ҫке… «Чӑнах, — тет Титок, — ара, урисем шӑнса юман пекех хытса ларнӑ та, ахаль хывса илеймерӗм, хӗҫпе качлаттара-качлаттара касса татрӑм. Пӗр аллӑ утӑм кайсан, Спэнглер чарӑннӑ:— Ҫакна куратӑр-и? — тенӗ вӑл, ҫӗр ҫинелле кӑтартса. Пире, арҫынсене, хӗрарӑмсене тата ачасене — пурне те каҫарӑр! Ҫӑкасемсӗр пуҫне садра урӑх нимӗн те ҫукчӗ, йывӑҫ тӗмисем те, курӑк та, ҫул ҫинчи тӑпрана таптаса хытарса лартнӑ, вӑл чутун пек хура. Вуласа пӗтереймен пуплеве вӗҫленӗ хыҫҫӑн, Матвей Юргин татах кӑшт тӑхтарӗ, унтан вирлӗреххӗн вулама пуҫларӗ: — «Тӑшман хаяр та сӗмсӗр. Анисен сарлакӑшӗ виҫшер утӑм, ана ҫине ана кӗрсе пырать, вӗсене уйӑрса, ӑсран кайма пулать. Ҫак вӑл 1935 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗнче пулчӗ. Анчах Давыдов ним те шарламарӗ. Ӑҫтан апла тӑвӑн-ха, кӗнекесенче унашкалли нимӗн те ҫук пулсан? Пурте тӗлӗнмеллеччӗ ҫак тӗттӗм пӳлӗмре! Хваттершӗн тивӗҫекен укҫана Павел старике малтанах парса хучӗ, ҫакна пула старик часах, хӑйӗнчен уйӑрӑлнӑ хӗрӗсем укҫа ыйтмӗҫ тесе, лӑпланнӑ пек те пулчӗ. Марья Николаевна, шутланӑ пек пулса, тӳпенелле пӑхса илчӗ. Салют янрарӗ, пӑрахут ӑна хуйхӑллӑн асӑнса, ялавне усӑнтарса антарчӗ. Козак вӑл хӗрарӑмпа айкашма ҫуралман. Унта ӗнтӗ тин ҫех килсе ҫитнӗ виҫӗ дама васкамасӑр кӑна каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳретчӗ, виҫҫӗш те — ватӑ енне сулӑннӑскерсем. Ҫакӑн пек пулаҫҫӗ ӗнтӗ тытнӑ кайӑка чӗрнисемпе чавакан хурчӑка куҫӗсем. Эпӗ ҫав сӑмахсене ӑнланаймарӑм, — мӗншӗн манпа пӗтмелле-ха? «Ертсе кай, пурне те ертсе кай!» кӑшкӑрчӗҫ пур енчен те ҫынсем: «тӗншӗн пуҫа хума та хатӗр». Андрей площадка ҫине пулемёт вырнаҫтарса лартрӗ. Вӗсене те ҫумӑр вӑрманта хупӑрласа илнӗ. Хӗрарӑмсем хушшинчен тахӑшӗ каланине Алексей лайӑх илтсе юлчӗ: — Ой, мӗнле ырхан! Кӳршӗ ялсенчен те ҫынсем килсе тулнӑ пирки, урамра халӑх пушшех нумайланчӗ. Василий Иванович Аркадий патӗнчен хӑйӗн кабинетне тавӑрӑнчӗ, диван ҫине ывӑлӗ ури вӗҫне хутланса сӳпӗлтетсе выртма шухӑшларӗ, анчах Базаров ӑна ҫывӑрас килет тесе ҫавӑнтах ӑсатса ячӗ те, хӑй ирчченех ҫывӑраймарӗ. Ҫав вӑхӑтранпа апат ӗлӗкхи пек ҫемьен пысӑк савӑнӑҫӗ пулма пӑрахрӗ. Вӑл тӳрккес, хӑй сӑмахӗнчен чакма юратмасть, анчах та мана питӗ хытӑ юратать. — Тупрӑм. Тата темиҫе кунран поезд Корчагина Харькова вӗҫтерсе илсе кайрӗ. Партин округри комитечӗ вӑл ҫине тӑрсах хӑйне Украинӑри комсомолӑн Центральнӑй Комитетне яма ыйтнипе килӗшрӗ. Ҫак каҫ, эпир тӑлӑха юлнӑ каҫ,Даша инке пирӗн патра ҫывӑрмарӗ. Мӗншӗн ҫывӑрманнине пӗлеймерӗм эпӗ. — Эсӗ, полковник, каҫар, — терӗ ӑна инҫетрен Корытов, килӗшӳсӗр те мӑнаҫланарах. — Вӗсем пире кантӑк витӗр сӑнама пултараҫҫӗ… — Паллах, килӗштерсе пурӑнатӑп. Тата мӗн? Ҫапах та хӑш-пӗр сӑмахӗсенчен вӗсем Англи чӗлхипе паллашнине Гленарван сиссе илчӗ. Чирлӗ ҫын вырӑнӗ умӗнче Тӑшманӗ хӑвӑрт та сасартӑк пӑрахса тарни Луиза Пойндекстере шалтах тӗлӗнтерсе янӑ. Хресченсем Лантенак ҫинчен калаҫасшӑн пулман, Тельмаршпа та ирӗксӗртен кӑна калаҫкаланӑ. — Мӗнре вара? — ыйтрӗ амӑшӗ, вӗсем патнерех шуса. Чимӗр-ха, мӗн шухӑшпа улӑхса ларнӑ? — ыйтма ҫеҫ тытӑннӑччӗ тӗлӗнсе кайнӑ джентльмен. Акимовпа Фёдора автодрезина патне ҫирӗм ҫынна яхӑн кӗпӗрленсе ӑсатса ячӗҫ. — А? — терӗ Чертокуцкий, карӑнкаласа, анчах куҫӗсене уҫмасӑрах. Инкеклӗ юрату! Эх, Туркестана ҫитсе кураймассине пӗлнӗ пулсан, ватӑ шуйттан пайтах япала шутласа кӑларайман пулӗччӗ те ҫав! Ун ҫине тӗллесерех пӑхсан, ку хутӗнче Макариха вӑрттӑн ахлатса илчӗ: мӗн тери улшӑнса кайнӑ вӑл юлашки кунсенче! Вӗсене пурне те хӑйӗн юратӑвӗпе тӗлӗнтернӗ Соломон, мӗншӗн тесен турӑ ӑна ытти ҫынсенче пулман ҫав тери хӑватлӑ хӗрӳлӗх панӑ. Краут пурне те вырӑнтан хускатрӗ, бомбардировка ҫинчен каласа пачӗ, хӑй ҫук чух мӗн-мӗн туни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлчӗ, пуринпе те калаҫӑва хутшӑнчӗ. Тӑхта-ха! — Трактире каям-ха, унта ҫынсем хушшинче ларам. Вӑл ҫакӑн пек тимсӗрлӗхрен тӗлӗнсех кайрӗ, юрать ҫывӑхра нимӗнле вӑйлӑ тӑшман та ҫук та, никамран та хӑрамалла мар тесе шутласа илчӗ. Йывӑр ӗҫ! Килте ӑна Николай алӑк уҫса кӗртрӗ, — вӑл хӑй сапаланчӑк ҫӳҫ-пуҫлӑ, аллине кӗнеке тытнӑ. Каҫ пуличчен выртасчӗ тесе нумай вӑхӑт ирттерчӗ вӑл ҫакӑнта. Хохол крыльца ҫинче, лавка алӑкӗ умӗнче чӗлӗм туртса ларса, мужиксен калаҫуне ним чӗнмесӗр итлет; мужиксем унӑн икӗ енне, крыльца картлашкисемпе саксем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ. — Кам вӑл? — Юрӗ эппин: анчах ас тӑвӑр, пирӗнтен пӗри пур пӗрех вилмелле пулать. Ҫав пур шӑв-шава цилиндр тата сюртук тӑхӑннӑ кӑтра пуҫлӑ пысӑк ҫын вӗретсе пӑтратса тӑчӗ; унӑн хырнӑ кӑвак пит-куҫӗ ҫинче тӑмана куҫӗсем пек мӑкӑрӑлчӑк куҫсем пулнӑ; вӑл ҫын хулӑн тутисене чаплаттарса, Артамонова ыталаса, тӗрткелесе кӑшкӑрнӑ: — Ухмах, — ан шарла! Пӑхӑр-ха, синьор: пирӗн ытармалла мар Итали рай пек мар-и вара? Тӗттӗмлӗх унпа халь хӑйӗн таҫталла чӗнекен ҫӗнӗ сассисемпе калаҫма пуҫларӗ, илӗртӳллӗ хавхаланӑвӑн тунсӑх хӗвӗшӗвӗпе тулса тӗтреллӗ ҫӗнӗ сӑнарсемпе мӗлтлетсе илчӗ. — Ку вӑл питӗ кирлӗ ӗҫ — саншӑн та, маншӑн та, тата тепӗр ҫыншӑн та. Ҫынна юри вӗлерни. Старик малалла кайрӗ. Оленин унран юлмарӗ! «Сӑмах та ҫук, ӗҫе юхӑнтарнӑшӑн ӗҫрен кӑларни вӑл хӑйне шанчӑкран тухнине пӗлтерет, анчах ҫапах та ку нимӗнех те мар-ха. Нимӗҫсем, тӗксӗм симӗс мундирӗсемпе, винтовкисене умӗсене тытса, шоссен икӗ айккипе карталанса пырса утаҫҫӗ. Ҫум курӑк тӗлӗнчех тусан ҫӗкленчӗ. «Эппин юрӗ, эпӗ кӗрсе тухӑп-ха ун патне». Андрей тутӑр татӑкне тепӗр хут туртса уйӑрма хӑтланса пӑхрӗ, — сержант алли тӑрӑх ҫӑра пӳрпе шӗвӗ юн юхса анчӗ. Тупата туршӑн! Ҫӑрттан мучи пит-куҫне кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерчӗ: — Мӗне кирлӗ сире ҫав юрату, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Ывӑлӗн яланах йӑл та кулман, ҫирӗппӗн пӑхакан сенкер куҫӗ халь ҫав тери ҫемҫен те ачашшӑн ҫунса тӑни амӑшне калама ҫук савӑнтарчӗ. Фляга туллиех — никам та тивмен ӑна. — Ҫук-и? Кунта ҫын ашӗ европеецсем киличчен нумай малтан чи тутлӑ апат вырӑнне шутланнӑ. Викторӑн ответлес килмест. Вӑл офицер формине тӑхӑннӑ ырхантарах та илемлӗ арҫын ача майлӑ пулнӑ. Вилес шухӑш та ытла хӑрушӑ пулман, мӗншӗн тесен вӑл: «Ҫак Ваҫили Андрейч пек хуҫасемсӗр пуҫне тата эпӗ урӑх чи аслӑ хуҫа аллинче тӑратӑп», — тесе шухӑшланӑ, — «вӑл мана ҫакӑнта пуранма ячӗ, вилсен те эпӗ унӑн аллинчех юлатӑп, вӑл мана хур тӑвас ҫук», — тенӗ. Ӑна урайне сармаллипе карнӑ. Ганс пире чарӑнма хушрӗ, вара эпир пурте ирхи ҫӑмӑл апат ҫиме тытӑнтӑмӑр. Мана вара никам та суйласа илекен ҫук. Кӳрене-кӳренех мана вӑйӑра ытлашши ҫын, тӑрса юлаканни пулма тиврӗ, кашни хутрах ман пирки ҫапла калаҫрӗҫ: Тата кам тӑрса юлнӑ? Боримечка ку ӗҫе тума хавхалансах килӗшрӗ. Тӗтреллӗ тӗкӗрте, кресло ҫинче, нумай-нумай минтер хушшинче тӗлӗрсе ларакан, пӗркеленчӗклӗ старик кӳлепи курӑнса кайрӗ. Хӗрарӑмсемпе ачасене «хӑйсен кӗлетне» сӗтӗрсе кайнӑ — Ливингстон крокодилсен тарӑн шӑтӑкӗсене ҫапла калать. Ҫак чӗрчунсем тытнӑ тупӑшне малтан тарӑн шӑтӑка хураҫҫӗ, мӗншӗн тесен ӑна вӗсем ҫӗре пуҫласан ҫеҫ ҫиеҫҫӗ. Эфиоп! — Ҫакна эсир ӑйа ӑнлантарсамӑрччӗ, Павел Павлыч, — питне чеен вылянтаркаласа, канаш пачӗ Лбов. — Ҫапла, хупах пулмалла. — Шуйттан патнеллех кайса кӗрӗр! — тесе кӑшкӑрса ярас килет вӗсене. Пачах урӑхла, — вӑл ман умра тата ӳснӗ пек туйӑнчӗ (ан тив, психологсем ӑнлантарччӑр ҫакнашкал хирӗҫӳллӗ япалана). Начальство пулчӗ-и? — Ӗнер пулчӗ. Гленарванпа Паганель пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Сӑмах та ҫук, майор питӗ кирлӗ асӑрхаттару парать. Яков Лукич хӑнасене кӗҫӗн алӑкран тухсах ӑсатса ячӗ, чунӗ ҫав тери ҫӑмӑлланса юлнине туйса, хапхине сӑлӑп хучӗ, сӑх-сӑхса илчӗ те Лятьевский парса хӑварнӑ хут укҫасене канӑҫсӑррӑн кӗсйинчен туртса кӑларчӗ, вӗсем миҫешер тенкӗлӗх пулнине пӗлме хӑтланса, тул ҫутӑлас умӗнхи ӗнтрӗкре чылайччен ҫав укҫасем ҫине тинкерсе тӑчӗ; кусем суя укҫасем мар-ши тесе, вӗсем епле кӑпӑртатнине хыпашла-хыпашла пӑхрӗ. Тӗлӗнмелле чӗрчун! Анчах шӑп та шай ҫав хӑй тунӑ усал ӗҫӗн япалипе усӑ курма шутланӑ самантра ун йӗрӗ ҫине ӳкнӗ Динго ӑна карланкинчен ярса илнӗ. Тем пек калаҫас килетчӗ манӑн сирӗнпе… Вара, ҫав ҫыннӑн икӗ алли те пушӑ маррине, ӳкес мар тесен унӑн вӗсемпе решеткерен тытмалла иккенне тата вӑл хӳтӗленме пултарайманнине асӑрхаса илсен, Хӗллехи Юрӑҫӑ кӑшт та шикленмесӗр, унӑн пиҫиххийӗ хушшинчи пистолечӗсене туртса кӑларчӗ те шӑлӗ хушшинчи хӗҫе тӑпӑлтарса илчӗ. Ман шутпа, ӗмӗрне вилмен ҫынсен пурнӑҫ йӗрки ытла та ӑссӑрла пек туйӑнать. Ӗмӗрне вилмен ҫыннӑн ӗмӗр-ӗмӗрех ҫамрӑк та сывлӑхлӑ тата вӑйлӑ пулмалла. Анчах хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе таҫта ҫитме пултаракан ҫын та ҫакнашкал пулма пултараймасть. Анчах ҫын вӗлернӗшӗн «йӗре» ҫакса вӗлерме пулмасть вӗт-ха, ҫавӑнпа сыщик кайсан, Том ӗлӗкхи пекех шутсӑр шикленсе пурӑнчӗ. Санинӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ, анчах Клюбер хӑй пит-куҫне пултарнӑ таран вӗсенчен йӗрӗннӗ пек тата вӗсене хӗрхеннӗ пек кӑтартасшӑн пулнине, хӗрлӗ те айванлӑхне палӑртакан питне курсан хӑй чӗрине кӗтмен ҫӗртен ҫилӗ тулнине туйса илчӗ те малалла ярса пусрӗ. — Пӗлетӗп, — терӗ Джо индеец. Унтан вӗсем князь ют патшалӑхсенче туяннӑ картинӑсен галлерейине пӑхса тухнӑ. Куратӑн-и акӑ: виҫӗмкун эсӗ, эпӗ кунта мӗншӗн килнине пӗлсен, тарӑхнӑ пек пултӑн, паян, авӑ, хӑвах колхозник иккен. Маттур! Озеров чухласа илчӗ: ҫав пилӗк кун хушшинче, Митман ҫук чухне, ку участокра пысӑк улшӑнусем пулса иртнӗ-мӗн. Ҫав ушкӑн варринче виҫӗ мӑшӑр салтак виҫӗ наҫилкка йӑтса пыраҫҫӗ: малти наҫилкки ҫинче полк командирӗн чирлӗ адьютанчӗ Целуйко, ыттисем ҫинче — мӑн ҫул ҫинче ҫапӑҫнӑ чух йывӑр аманнӑ икӗ боец выртаҫҫӗ. Эпӗ ту хӗрринче чарӑнса тӑтӑм, сывлӑш ҫавӑрса илтӗм, пӗчӗк пӳрт кӗтессине таянса таврари илемлӗхе пӑхса тӑратӑп, сасартӑк хам хыҫрах палланӑ ҫын сасси илтӗнчӗ: — Печорин! Вӗсене вӑл сарлака алтупанӗпе кушак ҫурисене ачашланӑ пек шӑлкаларӗ, калама ҫук савӑннӑ пек мӑкӑртатрӗ: — Аван кӗнекесем! Пире мӗн паллӑ-ха? Лотроп мистер патне кайма пулать. Эсир телей ҫулӗ туяннӑ, мир ҫулӗ тупнӑ пулсан, вӑрттӑн куҫҫуль тӑкакансемпе хурлӑх тӳсекенсене ирӗке кӑларас тесе эсир юратакан юлташсемпе пӗрлешнӗ пулсан, сирӗн чунӑр ан кӗвӗҫтӗр, сирӗн чӗрӗр алтарь пек таса пултӑр, унта хӑватлӑ вут нихҫан сӳнми ҫунса тӑтӑр. Сывлӑшра пӑчӑ, тинӗс лӑпкӑ. Ывӑнма та пӗлмесӗр вӑл темӗн тӗрлӗ медицина опычӗсем те туса хӑтланчӗ. Амӑшне аякалла тӗртсе ячӗҫ, унта вӑл, хӑраса кайса, хӗрес ҫумне таянчӗ те, хӑйне ҫапасса кӗтсе, куҫне хупрӗ. — Мӗн кӗтетӗр-ха вара манран? — ыйтрӗ Джемма. Анчах нимӗн те шухӑшласа тупаймарӑм. Куполӑн лаптак тӳпем аякӗсем карнизӑн ансӑр ункинчен тӗревленнӗ; карниз вунӑ метр урлӑш, ҫавра шахта ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать. Вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ. Арҫынсем ун аллине яланхи пек хытӑ чӑмӑртарӗҫ, хӗрарӑмсем, куҫран пӑхса, именсе алӑ пачӗҫ: хӑйсен казакӗсем вӗсене ун пек сума суса питех ачашламан, хӗрарӑма тӗл пулсан нихҫан та ӑна, пӗр тан ҫын пек, алӑ парса хисеп туман. «Кам вырӑнне хуратӑр эсир мана, чӑнах? Эпӗ ҫав сыснана…» — Хӗвел анчӗ, — терӗ вӑл шухӑшлӑн. Ун умӗнче ҫав ыйтӑва сӳтсе-явни лайӑхах пулас ҫукчӗ пулӗ. Ҫынсем час-часах юн тӑкичченех, пӗр-пӗрне хытӑ амантмаллах, ҫапӑҫнӑ. Пичӗ унӑн усал савӑнӑҫпа ҫуталса тӑнӑ, кӑкӑрӗ ҫӗклене-ҫӗклене кайнӑ, кӗмӗл сухалӗ, кӑкӑр ҫӗкленнӗ май, чӗрӗ пек йӑшӑлтатнӑ. — Ӗҫ йӑлтах урӑхла пулни ҫинчен каланисене. Профессор Лиденброк текех йӑваш шухӑшлама пултарайман, анчах вӑл, манӑн шухӑшӑмпа, куҫне юри хупса, малалла тинӗс утӑмсемпе пычӗ. — Ну, санӑнни пек пултӑр эппин, казак-тӑк — казак пултӑр, манӑн уншӑн ни пуҫӑм, ни хыҫӑм ыратмасть, — унпа килӗшрӗ Давыдов. Хӑйӗн хӗрарӑм куҫӗсем пек куҫӗсемпе кулкаласа, нимле мар пулнипе хӑлхи хыҫне хыҫкаласа, вӑл тӗрӗсне каларӗ: — Каласа патӑм кӑштах! Фигура тӗлӗннипе ним калама аптӑрарӗ, унтан, ҫухӑрса ярса, тарма тытӑнчӗ. Вӑл — чуна кайса тивмелле — мӗскӗннӗн туйӑннӑ, пӗрре те хӑйӗн тӗслӗн курӑнман. Фома вара чӑтайман, утма чарӑнса, ӑна часрах хӑй ҫумне вӑйлӑн, ҫепӗҫҫӗн ыталаса илнӗ: — Ан йӗр, хреснатте… «Дункан» ҫак уйӑхӑн 18-мӗшӗнче таҫта тухса кайрӗ. Каласа парӑр-ха, кӑмӑллатӑр-и эсир хӑвӑр «Шотландине»? Вӑл лаххан умӗнче Половцев аллисене епле супӑньлесе тӑнине, шӑпӑртаттарса шыва сирпӗткеленине тата пӗрӗхкеленине, унтан хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмне кӗрсе кайнине илтсех выртрӗ. Ҫӳҫне ҫавралатса кастарнӑ, хӑй ҫине ҫӗтӗк сӑхман тата тутарсенни пек шаровар тӑхӑнса янӑ. Спальняра питех те чечек шӑршӑ кӗвипе пӑчӑччӗ, тӗттӗмрехчӗ; чӳречисене карнӑччӗ… Умне икӗ хӗрес те икӗ аллӑпуслӑх патша укҫи ҫакса янӑччӗ. Софья ним чӗнмесӗрех каска татӑкӗ ҫине ларчӗ, хӑй Рыбин ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Юр айне пулнӑ вӑл! Ман урана ученый хирург касса илчӗ — вӑл ученый колледжра вӗреннӗ тата мӗнпур латыне пӑхмасӑр калама пӗлетчӗ. Ҫапах та вӑл кашта ҫинчи мӑйкӑчран ҫаврӑнса тухаймарӗ — ӑна Корсо-Каслере… ыттисемпе юнашар, хӗвел ҫинче типме, йытта ҫакнӑ пек, туртса ҫакрӗҫ. Чарӑну паллисем тата ъ саспалли хӑйсен вырӑнӗнче. Унӑн ӗнсе ҫинчи ҫӳҫӗсем вирелле тӑчӗҫ, мускулсем ҫирӗп ҫӑмха пек чӑмӑртанчӗҫ. — Кам? Малтанах вӑл суккӑр ача пирки шутламан та, анчах каярахпа ҫак ачан Макҫӑм пичченнипе тӗлӗнмелле пӗр пек шӑпи ӑна шухӑша янӑ. Класс пӳлӗмне таврӑнсан, Карл Иваныч мана тӑратрӗ, диктовка ҫырмалли тетрадь хатӗрлеме хушрӗ. — Истребитель? Вучах патӗнчи мужик, ура ҫине тӑрса, компани еннелле утнӑ, вӑл аллисене хыҫалалла тытса, хӑмасем тӑрӑх асӑрхавлӑн, чӗрне вӗҫҫӗн пусса пынӑ, унӑн сухаллӑ сарлака пичӗ тӗлӗнӳ куллипе, имшер савӑнӑҫпа йӑлтӑртатнӑ. Ҫын ҫине тапса сикес вырӑнне, ягуар шыва вилӗ пек кайса ӳкнӗ. Нимӗн те мар, сире мазуркӑ ташлама ҫеҫ чӗнетӗп… — терӗ. — Пуянне пуян та, анчах хӑйшӗн ытларах ҫав. Кочегар ҫавӑн пек калаҫнӑ чух вӑл темскер эпӗ пӗлсе ҫитес ҫуккине пӗлсе тӑни маншӑн тата уҫҫӑнах паллӑ пулать. Эпӗ пӗрре ҫеҫ мар ҫав хӗрарӑм хапхаран сиксе кӗнӗ пек кӗрсе, килхушшинче ҫирӗп утӑмсемпе утса пынисене курнӑ. Вӗсем чарӑннӑ вырӑнӑн пӗр айӑккипе, ҫурҫӗр енче, Дурмонди сӑрчӗ ҫӗкленсе ларать, тепӗр айӑккипе — Дройден сӑрчӗ, унӑн ҫӳллӗ мар тӑрри кӑнтӑр енчи горизонтра палӑрса тӑрать. Эсӗ кунта ҫитнӗ те-и? — тавӑрчӗ хорунжи, ӑна хирӗҫ пуҫне ытахальтен кӑна тенӗ пек сӗлтсе. Кунавинти мещенсем ҫав вӑрмана хӑйсен вӑрманӗ пекех шутлатчӗҫ, ҫӗрте выртакан вут-шанка пуҫтаратчӗҫ, хӑрӑксене касатчӗҫ, май килсен тата чӗрӗ йывӑҫне касса ӳкерме те именместчӗҫ. Кирюхӑпа Вася айккинче ҫӳреҫҫӗ, ҫунтарма хытхура пухаҫҫӗ. — Эпӗ каятӑп! — терӗ Павел татӑклӑн. — Капла та ҫитет, — терӗ Катя хыҫҫӑн Аркадий. Унӑн минтер айне чикнӗ ӑшӑ алли йывӑр кольт револьвер ҫинче выртса, ӑна ӑшӑтса тӑчӗ. Халь эппин вара сура-сура питленӗ савӑнӑҫне инҫетрен те пулин пӑхса курам тесе кайтӑр-им ҫав Бяла Черквана? Ҫук ӗнтӗ, халь ӑна мӑнаҫлӑхех унталла ярас ҫук. Токарев хыҫӗнче, симӗс чӑрӑш туратӗнчен тунӑ чаплӑ рама ӑшӗнче «Коммунистла манифест» ҫыракан генийӗн арӑслан пуҫӗ пек сӑнӗ. Шурӑ скалӑн тӑкӑскӑ аякӗсене алӑпа перӗниччен ҫӗрле пекех пулчӗ. Эп ӑна тахҫанах, пӗчӗккӗ чухнех-ха, пӗлсе ҫитнӗ, ӳстӗр тесе хуратул пӑтти ҫитереттӗм. Унӑн ӳт-пӗвӗ ҫав тери ырхан та тӗрексӗр, вӑл мӗнле тӗлӗнмелле пӑхнине ниепле те сӑмахпа каласа пама ҫук. Никам пырса тӗкӗнмен вырӑнта ӳсекен ҫӗмӗртсемпе черешньӑсем, темскертен хӑранӑ пек, тымаррисене сивӗ ҫӑлкуҫне чӑмтарнӑ. Хӑшпӗр чух вӗсене чиперкке ҫӑмӑлҫах — каҫхи ҫил, хыҫалтан пырса, вӑрттӑн чуптуса илет. Вӗсем пӑшалпа персе тивретмеллех ҫывӑхарса ҫитнине курсан, козаксем пысӑк кӗпҫеллӗ пищалӗсенчен пурте пӗр харӑс пӗрсе ячӗҫ; вара вӗсем пищалӗсенчен пӗр чарӑнмасӑр пеме пуҫларӗҫ. Мӗн калӑн-ха? Хунар илсе эпӗ хамӑрӑн хатӗрсене пӑхма пуҫларӑм. Медынская ун ҫине айӑпсӑр хӗрача куҫӗпе пӑхнӑ та:— Ӑҫтан пӗлме пултарнӑ эсир ӑна? Ҫӗкленӗ парӑссен лаптӑкне халех пӗчӗклетмелле, унсӑрӑн карап хӑрушлӑха лекме пултарать. Автор вӗсемпе пӗрле ҫӳрет. Эпӗ сиртен ырлӑх ыйтнӑ пек ыйтатӑп: мана вӗлерсе хӑвӑра ҫӑлса хӑварӑр. Скандал вӗт ку! — Атту Марьянка сана пӗтӗмех маннӑччӗ ӗнтӗ, — ҫухӑрчӗ Устенька, Марьянкӑна чавсипе тӗрткелесе, ҫинҫе сасӑпа ихӗлтетсе кулса. — Мӗнле сведенисем? — тесе ыйтрӗ часрах Паганель. Пуҫ ҫинче ҫуната вашлаттарнӑ чухнехи пек сасӑ шавланине илтетӗп те манӑн ӗҫ начаррине ерипен-ерипенех туйса илетӗп. Ман ещӗкӗн ункине ӑмӑрткайӑк сӑмсипе ярса илнӗ те ещӗке чулсем ҫине пӑрахса ҫӗмӗрсе, ун айӗнчен ман ӳте кӑларса ҫиес тесе ҫӳле ҫӗклесе хӑпарса кайнӑ пулмалла. Ҫак тӑнлӑ кайӑксем тимӗр шапасене пӑрахса ҫӗмӗрсе вӗсен ашне ҫиес тесе ҫапла тӑваҫҫӗ. — Эсир хӑвӑр ачӑрсене хӗнетӗр-и вара, чунӑм? — ыйтрӗ кукамай, куҫхаршисене чылаях ҫӗклентерсе тата хӗнетӗр-и сӑмаха уйӑрарах палӑртса. Вӑл вара, пуҫне ҫӗрелле аяла-аяла усса, ача пекех мӗскӗннӗн те сасӑсӑр йӗрсе ячӗ. — Чупса хӑшкӑлтӑм ӗнер, анчах, тем чухлӗ чупсан та, кирлӗ пек ӗҫсене ҫӗрле пулса ҫитнӗ ҫӗре аран-аран туса ҫитертӗм. Хушӑран каҫхи кӑвак шимплетсе илет, унтан каллех пӗтӗм тавра хурлӑхлӑн шӑпланать… — Мистер Джеральд лӑп ҫак хӳшӗре пурӑнать, тӗрӗсрех каласан, вӑл тискер лашасене тытма сунара кайнӑ хыҫҫӑн кунта кӗрет. Пӗррехинче вӑл ҫурт ҫивиттийӗн хӗррине пырса ларчӗ те, хулхушшийӗсенче темӗн ыратнӑ пек, турткаланса илчӗ, унтан, килӗшнипе килӗшменнине пӗлесшӗн пулнӑ евӗр, Воропаев ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха, юрласа ячӗ. — Чӑн та, Иван, Ванюша! Чӑн та ӗнтӗ, шутласа пӑхсассӑн, мӗнле мӑшӑр-ха эпӗ уншӑн? Вуннӑмӗш кунӗнче пирӗн хыҫран пиратсен икӗ карапӗ йӗрлесе пыма пуҫларӗ. Пирӗн шлюпка йывӑр тиенипе малалла хӑвӑрт кайма пултараймарӗ, ҫавӑнпа пиратсем пире часах хӑваласа ҫитрӗҫ. Кайрантарах тин пӗр темле карчӑк, салоп та чалӑшса кайнӑ атӑ тӑхӑннӑскер, Берсенева хӗрхенсе, Инсаров хваттерӗ тӗлне кӑтартрӗ. Ҫӗнӗлле май тунӑ чиркӗвӗн тӑрри ҫӳллӗ, мӑнастирӗн ытти хуралтисемпе — мӗн иртнине аса илтерекен палӑксемпе ӗнтӗ — ниепле те килӗшсе тӑмасть, авалхи пергамент ҫумне хут листи ҫыпӑҫтарнӑ пек палӑрса, архитектурӑ илемне пӑсса тӑрать. Эпӗ тӑнтан яракан кичемлӗх тӗтри ӑшӗнче пурӑнаттӑм, ҫавна ҫӗнтерсе илес тесе вара пултарнӑ таран нумайтарах ӗҫлеме тӑрӑшаттӑм. «Эпир запорожецсем ҫинчен усалли мӗн шутлама пултаратпӑр-ха? — Питӗ аван! Пӗррехинче, сӗм кӗркунне, хуларан пӗр инҫетри района кайнӑ чухне, Корчагин тата унпа пӗрле икӗ работник ларса пыракан автомобиль ҫул хӗрринчи канава кӗрсе каять те ҫаврӑнса ӳкет. Вӑл ун ҫӳҫне ерипен пӗтӗрме, тӑрмаклама тытӑнчӗ, хӑй каҫӑрӑлса тӑчӗ, ун тутисем ҫинче хӑй ҫӗнтернипе хавасланни, ун куҫӗсенче, сарлака та шап-шур курӑнакан ҫутӑ куҫӗсенче, парӑнтарнипе тӑранни, ҫынна пӗртте хӗрхенмен айван чун курӑнса тӑрать. Поттер шуралса кайрӗ те чӗтрене ерчӗ. Хӑй чарӑнса тӑнӑ тӗлти пӳртрен палланӑ казак тухнине куҫ хӳрипе курсан, вӑл: «Тррр, хӑямат! шавах вылясшӑн эсӗ!» — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ярать, нӑхтине кӑрт-карт турткаласа илет, чаплӑн кӑна тӳрленсе ларать. Кашни ирех, зарядка тунӑ тата чупнӑ хыҫҫӑн (чупмалли маршрута халӗ вӑл кашни кунах ҫӗр утӑм вӑрӑмлатса пынӑ) канцелярине кӗрсе ҫырусем выртакан ещӗке пӑхса тухнӑ. Анчах эпӗ Сонечкӑна качча илсен ялта мӗн тери лайӑх пурӑнасси, манӑн урай тӑрӑх кӑштӑртатакан, хама атте тесе чӗнекен ачасем пуласси, вӑл хӑйӗн арӑмӗпе, Любовь Сергеевнӑпа пӗрле, ҫул ҫинчи тумтирсемпех ман патӑма ҫитсе тӑрсан, хам мӗнешкел савӑнасси ҫинчен теме пула тӳрех калама шутламарӑм… ҫаксем вырӑнне, анакан хӗвел ҫине кӑтартса: «Дмитрий, пӑх-ха, мӗн тери хӳхӗм!» — терӗм кӑна. — Унтан пӗртте хӑрамалли ҫук, — терӗ Пӑван йӑл кулса. Кӗҫӗр каҫ сирӗн патра, Мазин патӗнче, Весовщиков патӗнче ухтарма палӑртнӑ… Куҫа курӑнман тусанӗ сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарса тӑрать. — Театр! — ассӑн каланӑ старик. Тӗмескеллӗрех те мӑклӑ лапамра, ылтӑн тӗслӗ упа саррисем хушшинче, пӗр тӑсланкӑ нимӗҫ ӳппӗн выртать иккен. Ҫакнашкал вӑхӑтра эпир мӗскӗн йӑваш путексене, вӑл ҫав тери юратнӑскерсене, ҫаратса кайнӑ пулсан, — ҫапла, «ҫаратса» тетӗп — мӗнле тетӗшсем пулнӑ пулӑттӑмӑр-ха эпир! Ни тумтирӗ мӗн тӗслине те, ни лаши мӗнле пулнине те курма май килмен. — Суятӑн, Веткин, эпӗ, тӑванӑм, хамӑр ӑҫта кайнине пӗлетӗп, — терӗ вӑл ӳсӗрле чеелӗхпе. Иеллоустонта ҫакӑн пек чуллӑ пысӑк сӑрт пур. Нагульнов пысӑк алтупанне орденӗ ҫине хучӗ, ҫав самантрах унӑн сассинче ҫӗнӗ хӗлӗхсем тӗлӗнмелле ӑшшӑн янӑраса кайрӗҫ: — Ӑна курсанах мана ӑшӑрах пек туйӑнса каять. Пӗр евӗрлӗ кӑвак тӗсе хӑшпӗр айлӑмсенче ҫыранри хӑйӑрӑн сарӑ йӑрӑмӗсем тата хыр евӗрлӗ темӗнле ҫӳллӗ йывӑҫсен симӗс тӑррисем татса тӑраҫҫӗ. Ку йывӑҫсем е пӗчченшерӗн, е ушкӑнпа ӳсеҫҫӗ тата вӑрман тӑрринче ҫӳлелле тухса тӑраҫҫӗ, ҫапах та, пӗтӗмӗшпе илсен, утрав пӗр евӗрлӗ те салхуллӑн курӑнать. Сӑнӑпа тирсе ҫӗклеме те пулмасть — сӑнни хуҫӑлса каять! Апат ҫисе тӑрантӑмӑр; пысӑккисем кабинета кофе ӗҫме кайрӗҫ, сарӑ ҫулҫӑпа витӗннӗ сукмаксем тӑрӑх урасемпе чӑштӑртаттарса, шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса ҫӳреме эпир сада чупрӑмӑр, Володя сунара ҫӳремелли лашапа каясси, Катенькӑран начартарах чупнӑшӑн Любочкӑна намӑс пулни, Гришӑн асап кӗпине курас килни тата тем ҫинчен те калаҫрӑмӑр; уйрӑласси пирки вара пӗр сӑмах та асӑнмарӑмӑр. Кашни снарячӗ сывлӑшра ҫурӑлмассерен, одуванчик вӑррисем вӗҫнӗ пек, тӳпере тӗтӗм ункӑланса сарӑлать. Вӑл васкавлӑн, сӑмахсене татса, сывлӑш ҫавӑрмасӑр каларӗ, унӑн пӗчӗк сухалӗ чӗтресе тӑчӗ, куҫӗ, хӗсӗнсе, хӗрарӑмӑн сӑн-пичӗпе пӗтӗм кӗлеткине хыпашларӗ. — Мӗн? — тесе шӑртланса илчӗ лешӗ чӗнмесӗр пынӑ контролёр ҫине. — Ӑҫтан-ха ҫапӑҫас санӑн? Унӑн хӑйӗн ачисем ҫук, ҫавӑнпа вӑл сана пулӑшатех. Хӑйӗн полкӗ патне кайнӑ чухне Тарас Андрий ӑҫта кайса кӗме пултарни ҫинчен шутларӗ, анчах нимӗн те шутласа кӑлараймарӗ: ӑна ыттисемпе пӗрле тыткӑна илсе кайрӗҫ-ши, ҫывӑрнӑ чухне ҫыхрӗҫ-ши? — Комков хушмасӑр, шӑнса вилме пуҫласан та, кӗртместӗп! — терӗ вӑл. Кун пек хаклӑ хӑю ӗмӗрне тупаймӑр! Эсир ӑна илсе ҫитерӗр-и? Давыдов питне аллипе хупларӗ, кулӑпа чыхӑннипе, йынӑшса илчӗ: — Ытла нумай мар-и? — Ме! — Партиллӗ-массӑллӑ ӗҫсен опычӗ мӗн тери пысӑк сан! — сассине хӑпартсах пычӗ Корытов. Астӑватӑп, темиҫе кун вӑл манпа питӗ сивлек пулчӗ; эпӗ вуҫех именсе ӳкрӗм — вӗсем патне шиклӗн кӗрсе тухнӑ чух та ватӑ княгиня ҫывӑхнерех пулма тӑрӑшрӑм, шӑпах ҫав вӑхӑталла вӑл питӗ кӑшкӑрса ятлаҫатчӗ; унӑн вексельпе ҫыхӑннӑ ӗҫӗсем япӑхчӗ, карчӑк ӗнтӗ ун пирки квартальнӑйпа икӗ хутчен те калаҫса пӑхнӑччӗ. — Ку ҫимӗҫ сиен кӳмессине эсир тӗрӗсех пӗлетӗр-и вара? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Унӑн кабининчен никам та тухмарӗ. — Васкарах, хӗрарӑмсем, мӗн чарӑнса тӑтӑр? Акӑ, пӑхӑр, эпӗ хӳшӗре урайӗнче карт колодине пӗтӗмпех тупрӑм. Живере ҫӑнӑх запасӗ мӗнпурӗ те пилӗкҫӗр михӗ кӑна юлнӑ. — Пӗрле кайӑпӑр, пирӗн иксӗмӗрӗн калаҫмалли нумай, — тесе вӑл отсекр патне пычӗ. Инҫет кӑнтӑрлахи пекех, самай уҫӑмлӑн курӑнать-ха, анчах аякра халь ӗнтӗ каҫ сӗмлӗхӗпе витӗннӗ кӗрен тӗссем ҫук, пӗтӗм ҫеҫенхир, Мойсей Мойсеич ачисем вителӗк айӗнче пытаннӑ пек, каҫ тӗксӗмлӗхӗпе витӗннӗ. Хуралса пӗтнӗ ача, кулакан куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, тӗттӗм тимӗрҫ лаҫҫине шӑши пек тапса сикрӗ, вара ҫавӑнтах унтан вӗркӗч хӑйӑлтатса сывлани илтӗнчӗ, курнӑран ҫулӑм ҫӗкленсе, лаҫ ӑшне хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатрӗ. — Эсир хӑвӑрӑн ҫивӗч чӗлхӳшӗн питӗ савӑнатӑр пулӗ, капитан Кольхаун? Ӑҫта ӗҫлет вӑл? — тесе ыйтрӗ. Эпир мӗн шухӑшламалли, туймалли, эпир мӗнле пулмалли ҫинчен вӑл ытла та нумай каларӗ, анчах ҫавсене пурнӑҫа кӗртме нимӗнле ҫулсем те кӑтартса памарӗ, эпир мӗн тума тивӗҫли ҫинчен каламарӗ. Вӑл халь тин анчах, куҫӗсене сӑтӑркаласа, пӑлтӑра пырса кӗчӗ. — Мӗнле пӑрахут-ха вӑл? Анчах пӗлекен ҫын ытти лайӑх енӗсемпе пӗрлех ку йывӑҫсем пит ҫӳллех маррине асӑрханӑ пулӗччӗ. Андрей выртрӗ те пӗр виҫ-тӑватӑ секундран тин ӑнланса илчӗ: хӑйпе Матвей Юргин калаҫать иккен. — Спаҫипах, пичче. Вӑл мана хӑех пӗр турилкке чӑп-тулли шӗвӗ пӑтӑ хурса пачӗ, — хуратул кӗрпи ҫине ӑш ҫӑвӗ, сухан, ҫӗрулми тата чӑх какайӗ янӑ, — калама ҫук тутлӑ та сӗтеклӗ апат. Исправник лӑпкӑн хута кӗсьене чикрӗ те, ним шарламасӑрах купӑстапа ӑшаланӑ хур ашне ҫиме тытӑнчӗ. — Эпӗ хам та ҫавӑншӑнах тӑрӑшаттӑм ӗнтӗ. Ҫӗр начар мар — анчах мужиксем вӑрмана касса пӗтернӗ санне. Часовой ун хыҫӗнчен алӑка шатлаттарса хупрӗ те ҫӑрапа чанкӑртаттара пуҫларӗ. Кӑшт уҫӑлнӑ алӑкран картлашка ҫине ансӑр ярӑмӑн ҫутӑ ӳкнӗ. Ҫур сехетрен Артамонов, васкамасӑр, хӑйне темле ҫӑмӑллӑн туйса, фабрикӑна кайрӗ; хӑшне хӑлхинчен турткаларӗ, шпульница намӑса пӗлмесӗр ачашланине аса илсе, темиҫе хут сурчӗ, хӑй ҫавӑнтах хуллен кулса илчӗ: ӑна хӑй такама пит те ӑста улталанӑ пек туйӑнчӗ… Унӑн питҫӑмартисем тӑрӑх вӑраххӑн куҫҫуль юхать. Вара харсӑр географ, хӑйне хӑй тарӑхса пуҫне салатса пӑрахас пек, хӑйне ҫамкаран кӳплеттерме пуҫларӗ. Ҫук, эсӗ мана вӗлерме хатӗрленнӗ; эсӗ мана сабур ӗҫтертӗн, — тесе хирӗҫлерӗ конторщик. Вӗсем тӑраҫҫӗ те хӑйсене ӑҫталла тӗртеҫҫӗ, ыйхӑ тӗлӗшпе ҫавӑнталла куҫса каяҫҫӗ. Андрей аран ҫеҫ шыв хӗррине тухрӗ. Унтан хӑйпе юнашар тӑракан петлюровец енне ҫаврӑнса: — Манӑн кайма юрать-и? — тесе ыйтрӗ. Шубин ӗнентерет пулсан та, Инсаровра прозӑлли нимӗн те ҫук. Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ вӑл Мишель Флешар ҫул ҫинче курнӑ гильотинӑна илме Фушера янӑччӗ. — Ӑна тинӗсре ишсе пынине курмасӑр, ун ҫинчен нимӗн те калама пултараймастӑп, сэр, — ответлерӗ ӑна капитан. Геркулес ҫинчен унчченхи пекех нимле хыпар та пулмарӗ. Воропаев Софья Ивановнӑна ҫурта арендӑна илнӗ хыҫҫӑн хуҫалӑх енӗпе нихҫан та ӗҫлеме шутламанни ҫинчен тата хуҫалӑхран илекен тупӑшпа тӑранса пурӑнма шутламанни ҫинчен, хӑйне ӑна кӗтес кӑна кирлӗ пулни ҫинчен ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ. Тен, ку кӑштах тӗрӗс те пулнӑ-и, анчах та Мересьев ҫакна асӑрханӑ: майор ҫакӑн пек тарӑхса, пӑлханса каясси яланах вӑл Мускав ҫийӗпе вӗҫсе иртекен самолётсене курсан, радиопа итлесе, хаҫатсем вуласа сывлӑшри пӗр-пӗр интереслӗ ҫапӑҫу ҫинчен е хӑй палланӑ лётчикӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлсен, пуҫланса кайнӑ. Ку хутӗнче ҫурӑмӗ ҫинче выртса ирттернӗ виҫӗ эрне Тома пӗр ӗмӗр пекех туйӑнчӗ. Ҫав пахалӑхлӑ пулассишӗн вунулттӑра чухне чи хаклӑ, чи лайӑх вӑхӑта мӗн чухлӗ сая янине аса илме те хӑрушӑ. — Авӑ, ав, пӗлӗт пур. — (Салтак йӑнӑшнӑ, мӗншӗн тесен траншея хамӑр алӑрах пулнӑ, анчах ку — темӗнле, тӗлӗнмеллескер, ӑна кирек кам та асӑрхама пултарать: — вӑрҫӑра аманнӑ салтак, кирек хӑҫан та, пирӗннисене ҫӗнтерчӗҫ ӗнтӗ, хӑрушла нумай юн юхрӗ вӗт вӑл ҫапӑҫура, тесе шутлать). — Давайӑр носилка — эй! ротнӑя вӗлернӗ! — ун пуҫӗ тӗлӗнчех илтӗнчӗ кӑшкӑрнӑ сасӑ, вӑл вара ирӗксӗрех ку сасӑ Игнатьев барабанщик сасси иккенне тавҫӑрса илчӗ. Ӑна помпассемпе час кӑларма пулать, вара карап сӑмси те ҫӑмӑлланать. Мускав тумӗ питӗ хӳхӗм пулчӗ: бронза тӳмеллӗ хӑмӑр фрака ҫат тытмалла ҫӗленӗ, пӗртте ялта пире пӗве кура ҫӗлесе панӑ пек мар, — хура шӑлавар, вӑл та тӑвӑрскер, мускулсене тӗлӗнмелле лайӑх палӑртса тӑрать, атӑ кунчи ҫине аван выртать. Ҫав условисене Скайреш Болголам хӑйӗн икӗ секретарӗпе тата темиҫе чаплӑ ҫынпа пӗрле пырса хӑех тыттарчӗ. Условисене вуласа пӗтерсен, вӗсене пӑсмастӑп тесе мана тупа тутарчӗҫ. Вӑл икӗ хурӑн шертӗ хушшинче — наҫилкка ҫинче выртать, мӑйӗ таранах ватникпе тата шинельпе витӗннӗ. Эпӗ ыйтрӑм вара. Шубин Мускава Анна Васильевнӑпа пӗрле таврӑнчӗ; Мӗскӗн хӗр хуйхӑрнипе тата вӑтаннипе мана хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса макӑрса ячӗ. Унтан ҫӗр ҫинчен улӑм пӗрчи илчӗ те ӑна хӑйӗн сӑмси ҫине тӑратрӗ, улӑм пӗрчи тӳре тӑтӑр тесе тӑрӑшса, вӑл пуҫне каялла хытӑ каҫӑртрӗ те хуллен ҫеҫ пӗр енчен тепӗр еннелле сулланкаларӗ. — Тӗрлӗрен ыйтусем хушшинче сан ҫинчен те ыйту тӑрать, тухса ан кай, — асӑрхаттарчӗ Нагульнова оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов. Тӑсса хунӑ аллисен пӳрнисене чӑлтлаттара-чӑлтлаттара, вӗсем пӗр-пӗрин умӗнче е пӗр ура, е тепри ҫинче ялт та ялт сикрӗҫ, хуҫлатнӑ чӗркуҫҫийӗсене чаркалантарса та пуҫ пӳрнисене хул айне чиксе хурса, хыҫалалла чака-чака кайрӗҫ, кӗлеткисене ним йӗркисӗр е малалла, е каялла тайӑлтара-тайӑлтара, купарчисене тӳрккесле ирсӗрлӗхпе вылянтарчӗҫ. Кондитерскинче пурнакан, малтан тӗл пулнӑ ҫынсем кунта пурте тата Тарталья йытӑпа кушак та кунтах пулнӑ. Пурте калама ҫук телейлӗ пулнӑн курӑнать; йытти вара хавасланнипе чыхӑнса та илчӗ; пӗр кушак анчах куҫне хӗссе кӑмӑлсӑртараххӑн ларчӗ. Верӑран. Пӗрремӗшне тытса уҫрӑм та, унта ҫапла ҫырнӑччӗ: Пурне те, мӗн май пур таранах, лайӑх турӑмӑр: суранланса пӗтнӗ ӳтне хурса килнӗ, пулине кӑкӑрӗнчен кӑларнӑ. Карчӑк аллипе шарт ҫапрӗ, йӗре-йӗре кӑшкӑрашма пуҫларӗ: — Ылханлӑ чунилли! Ҫуртран ашшӗ тухрӗ, амӑшӗ ӑна:— Никита Ильич патне хыпар ярасчӗ, вӑл ӑҫтине Тихон пӗлет, — терӗ. Эпир каялла чакатпӑр, Брауншвейг вӑйланса пырса, пирӗн ҫине тапӑнать, тытса илнӗ хуласенче нимӗҫ ялавӗсем ҫака-ҫака хӑварать. Карчӑк виҫҫӗмӗш хут кӗлтума пуҫларӗ. Артур хут татӑкне хӑвӑрт илсе айккинелле вӑркӑнтарса ячӗ те каллех хӗрес умне чӗркуҫленчӗ. — Куран, ӗҫсем мӗнлелле, — терӗ Назарка, — Бурлак мучи мӗн терӗ: «лашасене нумай вӑрларӑр-и?» тет. — Ҫын пулнӑ… — Лимонна ачасем ҫаклатса каймарӗҫ-и? Чӑн чӗрӗ ҫын пек! ачи тата, ачи светуй, аллисене кӑкри умне пӑчӑртаса тытнӑ, йӑл кулать, мӗскӗн! сӑрӗсем тата! Хӗрсем хӑйсен гимнне юрлама чарӑнаҫҫӗ — ӑна, тен, юрлама пултараймаҫҫӗ — анчах вӗсем хускалмаҫҫӗ: юханшыв вӗсене ҫыран хӗррине илсе пырать. Андрей ӑна пырса тытма ӗлкӗрчӗ, вӑл Макарӑн йывӑрланса кайнӑ ӳт-пӗвӗнче мӗнпур мускулӗсем епле хӑрушла тӑвӑнса ҫитнине, урисем хурҫӑ пружина пек тапса тӑсӑлнине туйса илчӗ. Хронометр ҫине пӑхса илчӗ: вунӑ минутсӑр пиллӗк, хӗп-хӗрлӗ циферблат йӗппи ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшне кӑтартать. Тек сӑмах ваклама та кирлӗ марччӗ ӗнтӗ. Хӑй шут тытнӑ ӗҫе пурпӗр тӑвать вӑл. Хунарсӑр пуҫне темиҫе ҫурта пурччӗ, ҫавӑнпа тӗттӗмре юласран вӗсем шикленмерӗҫ. Ку ыйту амӑшне кӑкӑрӗнчен йывӑррӑн пырса ҫапнӑ пекех пулчӗ — ун куҫӗ умне Рыбин тухса тӑчӗ те, вӑл хӑй айӑплӑ пулнӑ пек, ун ҫинчен тӳрех калама пуҫлаймарӗ. Ҫавӑн пек ирсӗрле вӗрентсе хӑтланнисем Генри Пойндекстершӗн кирлӗ пулман. Пӑхӑр-ха эсир ӑна, свидетельсен показанийӗсене епле классификацилет вӑл, ку ӗҫе тунӑ чух вӑл ку ҫапларах та, вӑл апларах пулма пултарнӑ тесе тӑмасть, ӗҫе уҫҫӑн кӑтартса пама пултарайман ултавлӑ тӗслӗхсене хисепе илмест, вӑл-ку кирлӗ мар ӑна, ҫиелтен пӑхсан тӗрӗс пек курӑнакан тӗслӗх пултӑр ӑна. Пахча ҫумӗпе, тӑвайккинчен анаталла урапасем халтӑртаттарса анса кайрӗҫ, карта ҫумӗнченех хӗрарӑмсем кӑшкӑрса калаҫкаласа, умлӑ-хыҫлӑн утса иртрӗҫ. Утрав патне эпӗ часах ишсе ҫитрӗм, унӑн тури вӗҫӗнчен ҫӗмрен пек хӑвӑрт иртрӗм — шыв юххи кунта ҫав тери вӑйлӑ, — унтан лӑпкӑ тӑракан шыв ҫине тухрӑм та утрав ҫумне Иллинойс ҫыранӗ енчен пырса чарӑнтӑм. Хапхаран уксах: хӗрарӑм-дворник тухса, урамра лаша вараласа хӑварнӑ, тислӗке ӑскӑч ҫине пуҫтарса илчӗ те каялла таврӑнса тимӗр хапхана чӑнкӑртаттарса хупрӗ. Анчах хӗрӗх иккӗмӗш палатӑри ҫынсем ҫаплах-ха, Комиссара юлашки хут ӑсатса, чӳрече умӗнче тӑчӗҫ. Кирек мӗнле карчӑк та, Госбанк пек, пӗр ултавсӑр, никама сиен кӳмесӗр пурӑнать. Ун ҫине эпӗ хам плаща уртса ятӑм, капюшонне пуҫне тӑхӑнтартрӑм, вӑл тухса кайрӗ, эпӗ камерӑна юлтӑм. Эпӗ кӑшкӑрмастӑп, анчах та аллӑма ирӗксӗрех туртса илетӗп, — выляса яратӑп. Ҫак хӗр пит тӑнлӑччӗ те эпӗ тумтире хывнине пӗрре-иккӗ курнипех мана тумтир тӑхӑнтарма-хывма вӗренсе ҫитрӗ. Анчах эпӗ нихҫан та ӑна ытлашши чӑрмантарма шутламарӑм, ӑна ҫаксене хама тума ирӗк пама ыйтаттӑм. Ах, тур ҫырлах! Ивинсем Халӗ мана хам Иван Иваныч князь патне кӗмеллех пулни ҫинчен шухӑшлама пушшех йывӑр пулчӗ. Вӑл пӑхмарӗ ман ҫине. Ҫапла, ку шӑпах пире мӗнле кирлӗ, ҫавӑ пулать. Ун пек ҫын вӑл кӗрешӳре ҫирӗпленет, хӑйне йӗрлесрен сехрине хӑптармасть, хӑрас-тӑвас пулсан та, хӑйне хавхалантарма пултарать; ҫаксем вӗсем пӗтӗмпе кӗрешӳ-ҫке, кӗрешӳ ун пеккине вӑй-хал парать, ыр кӑмӑллӑ тӑвать. Темле хӗрарӑм сасси, уҫӑ, янӑравлӑ та хӑватлӑскер, юрлать, хӑй хаттӑ патнелле ҫывхарса килет. Нумай терт тиенчӗ ҫав ун ҫине, темле асап та курчӗ вӑл ватӑлнӑ кунӗсенче. Залра малтанхи пекех тӗлӗнмелле шӑплӑх тӑрать. Эпӗ хама Королева Марго каласа кӑтартнӑ пек кӗске сӑмахсемпе каласа кӑтартатӑп. Хулари кантӑксем вак турпас пек пулса ванса кайнӑ, снарядсем ҫурӑлнипе ҫуртсем картонран тунӑ пек чӗтресе ларнӑ. — Наталья Савишна, — терӗм эпӗ, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн вырӑн ҫине ларса, — кӗтнӗ-и ҫакна эсир? — Мӗн терӗ вӑл? — ыйтрӗ Оленин йӑпӑрти тӑлмачӑран. Ганс пӗр вырӑнтан сикмесӗр сулӑ епле ишсе пынине асӑрхаса руля тытса пычӗ, анчах майлӑ ҫил вӗрсе пынипе сулӑ рульне тытни те кирлех пулмарӗ. Эпӗ кӑтӑрса кайрӑм та кӑшкӑрса пӑрахрӑм: «Ну, пурпӗр хуптаратӑп эпӗ сана!» Пӑхаканӗсемпе хӑрушӑ драмӑра выляканӗсем каллех хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫак виҫӗ пуҫран пӗри калаҫать, ку — эсир — Робеспьер, тепри хӑрӑлтатать, ку — эсир, Дантон… — …виҫҫӗмӗшӗ ҫыртать, ку эсир — Марат, — терӗ Дантон. Йӗкӗт унӑн платйине чуптума тапратрӗ, аллине шыраса тупрӗ те пичӗпелен ансӑртарах, ашӑ, ыр шӑршӑллӑ ывӑҫ тупанӗ ҫумне ҫыпӑҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах тата, пӳлӗне-пӳлӗне, тытӑнчӑклӑ сасӑпа калаҫрӗ: — Саша… Тарҫи хӑвӑртах пырса ҫитсе, хӑй мулӗ ҫинчен сиксе аннӑ та ҫӗҫӗпе чиксе, антилопӑна пусса пӑрахнӑ: унтан ӑна мул ҫурӑмӗ ҫине хӑпартса хурса, каллех йӗнер ҫинелле сиксе хӑпарнӑ та юланутлӑ хӗрарӑм хыҫҫӑн кайнӑ. Ку оригиналлӑ. Каҫхине вӑл Нагульновпа Разметнова хӑй Шалыйпа мӗн калаҫни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, районти ГПУ уйрӑмне хутора Тимофей Рваный килни ҫинчен ҫийӗнчех пӗлтерме сӗнчӗ. Анчах ҫак хыпара питӗ лӑпкӑн кӗтсе илнӗ Нагульнов ҫакна хирӗҫ пулчӗ. — Ниҫта пӗлтерме те кирлӗ мар. Кала-ха эс, хӑш-пӗр ҫын ман пирки ҫапла калать пулсан, эпӗ шӑпах ҫавӑн пек пулам та, эс мана савнӑ пулӑттӑн-и? — Юрӗ, Джон, — терӗ Гленарван. — Вӗсем, эпир хӑйсене ҫакӑн пек ҫул ҫинче пӑрахнӑшӑн, чӑнлӑх хушнӑ пек суд тӑвӗҫ. Соколов тухтӑр картиш тӑрӑх ик юлташӗпе иртсе пыратчӗ. Хӗр ашшӗне чунӗ ыратиччен шеллесе пӑрахнӑ; ашшӗне пулӑшас кӑмӑл ӑна калама ҫук ҫавӑрса илнӗ, вӑл уншӑн кирлӗ пуласшӑн ҫуннӑ. «Чарӑн эс!» — тетӗп ӑна паттӑррӑн… Тӗрӗссипе каласан, айӑплакан актра кӑтартнӑ фактсене эпӗ тавлашса суяна кӑларма пултарайман, ҫапах та вӑл фактсене хамшӑн усӑллӑрах пулмалла каласа ӑнлантарма ӗмӗтлентӗм. — Марко бай, каҫар ӗнтӗ мана; хамах ӑнланатӑп — айванрах пултӑм. — Каятпӑрах-и мӗн? — ыйтрӑм эпӗ тепӗр хут аран тухакан сасӑпа. Софья аллине амӑшӗн хулпуҫҫи ҫине хучӗ те, ӑна пукан ҫинче сулкаласа, йӑл кулса ыйтрӗ: — Эсир, Ниловна, ҫакӑн пек хӗре юратнӑ пулӑттӑр-и?.. Хӗрарӑм самантлӑха ҫеҫ курӑнчӗ пулсан та, Санин ку Джемма иккенне палласа илме ӗлкӗрчӗ. — Пӗлместӗп, Саня. Миша Голомба ҫав ҫырӑва манран туртса илсе вуланӑччӗ те, ҫавӑнтан вара хам шлем тӑхӑнсанах аэродромран пур енчен те:— Саня аяларахран вӗҫ! — тесе кӑшкӑратчӗҫ, ҫавна та каласа патӑм эпӗ. Вар тӑрӑх! Леҫник лашана крыльца умнех илсе пычӗ. Алӑка шаккарӗ. — Паллах, шанса тӑратӑп. Анчах Озеров капитан йывӑррӑн кӑна сывласа илчӗ, гранатӑна Умрихин аллинчен илчӗ те ӑна епле пеме хатӗрлемеллине хӑй кӑтартса пачӗ. — Аха… лайӑх илтейместӗп, турӑ ман хӑлхана никониански сӑмахсен ирсӗрлӗхӗнчен хупласа хучӗ… Акӑ тинех ун юлашки ҫути те Стара-планина тӑвӗн ҫӳллӗ тӑррисене ылтӑнпа сӑрса тухрӗ те сӳнчӗ. Ҫынсен туйӑмне, ӑна тӳссе ирттермесӗр, хаклама ҫук. Унтан, Фома патнелле ҫаврӑнса: — Паллаймастӑн-им, Фома Игнатьевич? — тесе ыйтнӑ. Ҫавнашкал ача пырса пӑрахнӑ хыҫҫӑн мӗнле-ха эпӗ вӗсене: «манӑн хаклӑ хӗрарӑмсемпе пӑсӑлман хӗрсем» теме тата тӗрлӗ ҫавнашкал ачаш сӑмахсем калама пултарӑп? Вӑл хӑйне валли модӑллӑ тумтир — олива ҫимӗҫӗ тӗслӗ фрак; модӑпа ҫӗлетнӗ штрипкӑллӑ шӑлавар тата хӑйне питӗ килӗшекен вӑрӑм бекеша ҫӗлетрӗ, хӑнана, уйрӑмах пӗр хӗрарӑм патне кайнӑ чухне час-часах унран духи шӑрши кӗрет, ҫав хӗрарӑм пирки вара Мими ассӑн сывламасӑр калаҫма пултараймасть, сӑнӗ тӑрӑх вӑл ак мӗнле сӑмахсем каласшӑннине тавҫӑрса илетӗн: «Мӗскӗн тӑлӑхсем! — Марьяна! — терӗ вӑл. Паян кунчченех манӑн ят пӗтӗм Софийӑшӑн паллӑ пулнӑ пек тата эпӗ пӗтем хулана палланӑ пек туйӑнать мана. Теприне, ҫӳҫне яп-яка тураса тирпейленӗ, сӑпайлӑ йӗкӗтне, амӑшӗ палламасть, анчах вӑл та хӑрушӑ сӑнлӑ мар. Эпӗ хам калаҫма пӗлменнине тавҫӑрса илнӗ саманта аса илтӗм. Каҫ пулнӑччӗ ӗнтӗ, анне мана ҫывӑрнӑ тесе шутланӑскер, шурса кайнӑскер, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ умне уртса янӑскер, ман ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ. Мӗншӗн? Буфетра хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче вӑл поднос йӑтса, пусма тарӑх ҫӳлтен тӑват-пилӗк картлашка урлӑ сике-сике, кухньӑна сирпӗнсе каяс пекех анать, унтан каллех каялла чупса хӑпарать. Пӗр пысӑк ҫыхӑ чечек пухса килнелле таврӑннӑ май, вӑл виле купи патне ҫитсе чарӑнать. Ҫил вӗрет. Хӑйпе пӗрле вӑл ҫак ача патнелле шӑршӑ илсе килет, шӑршӑ ан кӗтӗр тесе, ача сӑмсине хуплать. Чылайччен пӑхса тӑрать вӑл хӑй патӗнчех выртакан виле ҫине. Пуҫӗ ҫук ун, ҫав тери хӑрушӑ-мӗн ку виле. Ҫав мӗлке, суккӑр ача патне пырса, ун умне пӗшкӗнсе ларчӗ. — Питех те аван, — терӗ пичче. — Унӑн сочиненийӗсем ӑҫта? — тесе ыйтрӗ пичче. Вӑл хӑравҫӑ пулман, анчах ҫынна шанмасӑртарах тӑнӑ; воспитани паракан аппӑшӗ ҫакна асӑрхаман пулин те, ку вӑл аппӑшӗ хӑратса пусӑрӑнтарнӑран пулнӑ. Сутӑнчӑкӑн киревсӗр ӗҫӗ Магеллана калама ҫук пысӑк сиен кӑтартнӑ: «Сан-Антонио» карап ҫинче ӗҫме-ҫиме чи нумаййи те лайӑххи пулнӑ, Магеллан ӑна хӑй матросӗсене каярахпа ҫеҫ парасшӑн пулнӑ. Мӗн тунӑ вара Магеллан? Унӑн пӗтӗмпе те виҫӗ карап кӑна юлнӑ, ҫимӗҫ те сахал пулнӑ. — Мӗн этеме юратни мар? Акӑ мӗн каласшӑн эпӗ: пӑрахӑр ҫав дама ҫинчен шухӑшлама… Ҫӗршыври тавар ҫаврӑнӑшӗ тӗлӗшпе те ҫавнах калас пулать, социализмлӑ сектор тавар ҫаврӑнӑшӗнче пулсан пулнӑ 50 — 60 процент, — унтан ытла мар, ыттине вара пурне те купцасем, спекулянтсем тата ытти частниксем тытса тӑнӑ. — Сӑхӑ, ӑмсанакан ҫын, ятланӑ чух кӑна кулкалать. — «Пирӗнни» мӗнре палӑрать, Алексей Вениаминович? Халӗ ак, ку сӑмаха Элен хӑй каланӑ хыҫҫӑн, каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑрасси пулмарӗ. Малькольм-Кэстль тарҫисем ку сӗнӗве хаваслӑ кӑшкӑрусемпе саламласа ырлаҫҫӗ — пӗр юнлӑ тӑвансене, хӑйсем пек Шотланди ҫыннисене ҫӑласси ҫинчен сӑмах пырать-ҫке. Ҫавӑнпа Эдуард Гленарван хӑй те, Малькольм-Кэстльри ҫамрӑк хӗрарӑм ячӗпе, хавхаланса урра кӑшкӑрса ямасӑр чӑтаймарӗ. Орбита тӑрӑх ҫӗнӗ планета секундра 32 км хӑвӑртлӑхпа куҫать. Анчах унӑн шухӑшӗсем ҫийӗнчех арпашрӗҫ, йывӑррӑн, йӗркесӗр сапаланса ҫухалчӗҫ. Кайӑк кӗтӗвӗ вӗҫсе хӑпарнӑ пек алӑсем шапӑлтатса илчӗҫ, салху сӑн-питсем ҫуталса кайрӗҫ, сӑмах вылятма юратман ҫын юлашкинчен юлташла шӳт туса илни нумайччен тимлӗн итлесе ларнӑ ҫынсене ахӑрттарса ячӗ. Ҫӗрле, ача макӑрнипе вӑранса, ӑна ҫитерсе лӑплантарсан, Наталья чӳрече патне пынӑ та нумайччен садалла пӗлӗт ҫинелле пӑхса тӑнӑ, хӑй ҫинчен, амӑшӗ ҫинчен, хуняшшӗ ҫинчен, асӑрхамасӑрах иртнӗ канлӗхсӗр кун хӑйне мӗн панӑ — ҫавсем ҫинчен пурин ҫинчен те шухӑшланӑ. Анчах хӑш-пӗрисем хӑйсене хӑйсем ытла та ҫӑмӑллӑн, ирӗклӗн, хастарлӑ пек пулса тыткалатчӗҫ, ку вара ҫакна вӗсем юри туни, суян тыткалани курӑнатчӗ. Акӑ мӗн тери инҫе иккен ҫӑлтӑрсем! — Ҫав сюжета вӑл тӗрлӗ май сӑрласа кӑтартнӑччӗ: кимӗ ҫинче те, плита умӗнче те, алӑк умӗнче, садра саксем ҫинче те, пальтопа та, пальтосӑр та, украина кофтипе те, кӑвак халатпа та. «Мур илесшӗ, е ҫавна урӑх ҫын ҫырнӑ пулсан?» Вӗсем Скандинави ҫӗршывӗнчи «Vadmel» хура ҫӑм тӑлинчен ҫӗлесе тунӑ хулӑн куртка, сарлака шӗлепке, хӗрлӗ хӑю тытнӑ йӗм тата тиртен хутласа ҫӗленӗ пушмак тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ. Гаврило дворецки, эпӗ ӑна унчченех парӑма кӗнӗрен, урӑх кивҫен пама килӗшмерӗ. — Анчах кӑлӑхах хисепленӗ эсӗ мана, апла пулсан, — тавӑрчӗ Павел Петрович хурлӑхлӑн кулса. Эп пур — ҫаплах ӑна саватӑп!.. Тепӗр енчи койка ҫинче эсир калама ҫук шурса кайнӑ ачаш сӑн-питлӗ хӗрарӑм выртнине куратӑр, питҫӑмартийӗсем ун вӗрипе хӗрелсе кайнӑ, ҫунса кӑна тӑраҫҫӗ. — Анчах кунта эсир айӑплӑ мар. — Сильвера! — ахӑрса ячӗҫ пурте. Пӗчӗк пуҫлӑ, мӑйӑхлӑ ҫын хӑйӗн хӗсӗк куҫӗсемпе аякран вӗсем ҫине пӑхса илчӗ, сунарҫӑ йытти пек сывлӑша шӑршласа пӑхрӗ, унтан, козаксем вунвиҫҫӗн пынине курсан, хир качаки пек куҫран ҫухалчӗ. Тӗрӗксем чӑлана пӑхса тухрӗҫ. — Анчах Австринче манӑн хӗрӗмсем хӑйсене тивӗҫ каччӑсене тупаймӗҫ те. Вӗсем пурте — пӗр хуҫан харпӑрлӑхӗ пулмалла. — Ҫук, Аксель, апла пулсан, эпир хамӑр йӗрсене тӗл пулнӑ пулӑттӑмӑр, анчах эпӗ кунта нимӗн те курмастӑп вара… — Эпӗ куратӑп, — тесе кӑшкӑрса ятӑм, хӑйӑр ҫинче йӑлтӑртатса выртакан пӗр темӗнле япала патнелле чупса. «Ҫук, кӑтартан эс мана, эрех пички!» кӑшкӑрчӗ арӑмӗ, вӑрӑм кумне янахран чышса илсе михӗ патнелле сӗкӗнсе. Жоржетта нимӗн те илтмерӗ. Тимофей вара, вӗчӗхсе ҫитнӗ питне-куҫне хаярлатса, ҫапла хуравларӗ: — Мӗнле пурӑнассине пӗлместӗн-и? — Ҫуркунне эпир пӑлхав пуҫлатпӑр, ҫавӑнпа пурӑнатӑп та эп ку хулара, — терӗ вӑл малалла. Вӑл ҫав тери хытӑ кулянчӗ ҫеҫ. Мӗн тӑвӑр манпа? — Апла пулсан, эпӗ чурасен турришӗн — хӗҫ ҫивӗччишӗн ӗҫетӗп! — черккине ҫӗклерӗ Огнянов. Уйрӑмлӑхӗ ҫакӑ анчах: алӑстисем пулма тивӗҫлӗ ачасене вунпӗр ҫула ҫитсен ӑсталӑха вӗрентме тытӑнаҫҫӗ, чаплӑ ҫынсен ачисем вунпилӗк ҫула ҫитиччен хут вӗренсе лараҫҫӗ. Хӗрача урнӑ пек кӑшкӑрса ячӗ те шӑлан тӗмӗ патнелле чупма тытӑнчӗ. — Кашни ҫын — чӗлхи мӗнле — ҫапла калаҫать. Унӑн тарӑнӑшӗ вӑтӑр метра яхӑн, сарлакӑшӗ ҫич-сакӑр метр пулать. Вӑл эпир курма пултарнӑ таран унталла та, кунталла та тӑсӑлса выртать. Анчах утравсен тӗрлӗ вырӑнӗсене кӗрсе вырнаҫнӑ миссионерсем, унта пурӑнакансене христиансен цивилизацин «ырлӑхӗсемпе» хӑнӑхтарса пырса, ҫав вӑхӑтрах Ҫӗнӗ Зеландири халӑхсене Англи пусмӑрласа пурӑнмалла тӑвас тӗлӗшӗпе ҫулпуҫӗсене ывӑна пӗлмесӗр ӳкӗтленӗ. Крепоҫӑн начар хӳтӗленӗ вырӑнӗ, кӗпер пур. Анчах кӗпер ҫинчи библиотекӑра ҫемье архивӗ упраннӑ. Шалта та урайӗпе парттӑсене ҫуса тасатмалла, маччана ҫумалла, пӳлӗмсене уҫӑлтармалла, пӗр сӑмахпа каласан — кирлӗ пек йӗрке туса хумалла! Ҫак ту тӑрринче вара, хуп-хура йывӑҫсем хушшинче, ырӑ шӑршӑллӑ тӗттӗм курӑк ҫинче, вӑрманӑн канакан ама-турри евӗр, ӑнланма ҫукла, питӗ-питӗ илемлӗ шур хӗрарӑм выртать. Хӑй вӑл ҫын япалине ӑмсанса, ҫавӑн пек тӑпӑлтарса илме ҫуралнӑ ҫынах пулман, хӑйне кӳрентернине тавӑрас кӑмӑл ӗҫе ҫав тери шала илсе кӗртни — уншӑн лайӑх мар пек туйӑннӑ. Нимӗн тума аптӑранипе эпӗ хам умри хут листине илтӗм те икӗ енӗ те куҫа курӑнкаламалла туса, унпа пит ҫине сулма пуҫларӑм. Том нумай шухӑшласа тӑмасӑрах ишме пуҫларӗ, ҫапла вара леш енчи ҫырана ҫитесси пӗр ҫӗр утӑм пек ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Эсӗ унпа пул-ха, эпӗ лавкка тавра ҫаврӑнса килем, ҫӑрасене тӗрӗслем… Пӗтӗм шухӑшӗ те унӑн пӗр япала ҫинче ҫеҫ пулнӑ: мӗн пулсан та шумалла, малаллах шумалла. Ҫак минутра, акӑш-макӑш тарӑхса кайса аптӑранӑ Паганель, хӑйӗн япалисем «Дункан» ҫинчех иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн, татах палуба ҫине хӑпарчӗ. — Елена Николаевна, турӑшӑн та ӑса кӗрӗр-ха. Малтан вӗсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа ҫӳренӗ, пӗтӗм ушкӑнӗпе пӗрле ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри хӑйсем пӗлекен тӗлӗнмелли япаласене пӑхса ҫӳренӗ. Эпӗ васканипе раксене курӑкпа витме те ӗлкӗреймерӗм, ҫавӑнпа вӗсем киле ҫитиччен ҫурри ытла тӑкӑнса пӗтрӗҫ. Эпир Петербурга мӗнпе таврӑнатпӑр? Пӗтӗм тӳремлӗхсем шыв айӗнче. Юлашкинчен ӑна шурӑ ялав тытнӑ ҫын сӗтӗрсе каҫрӗ, унтан тепӗр минутран иккӗшӗ те йывӑҫсен хушшинче ҫухалчӗҫ. Государствӑсемпе империсенче пулса иртекен аслӑ переворотсене, обществӑн пур сийӗсенче те (аслӑ сийрен пуҫласа кӗҫӗнни таранах) пулса пыракан улшӑнусене хамӑр куҫӑмӑрсемпе курса тӑни мӗн чухлӗ савӑнӑҫ кӳнӗ пулӗччӗ-ши! — Тухса пӑхӑпӑр, — тесе хучӗ Гленарван. — Мӗн шуйттан Персийӗ унта? Ҫывӑх курса ыталатӑп ӑна, вӑйӗ ҫитнӗ таран сана пулӑшинччӗ вӑл, пуринчен ытла Катя майӗпе. — Ваттисемпе мӗн ҫинчен пӑшӑлтатрӑн ҫак эсӗ унта? — темскер сиснӗ пек ыйтрӗ Давыдов. Мана ҫапла каларӗҫ: «Зоммерблат граф вилнӗ, Густав Мауер аслӑ урамра пурӑнать, ликер лавкки тытать». — Цериалла… — ӑҫта-тӑр, колонна хӳринче, кая юлнӑ пӗр ротнӑй ҫыхланчӑк та намӑсланнӑ сасӑпа мӗнпурин хыҫӗнчен кӑшкӑрчӗ те вара командине каласа пӗтермесӗрех, хӑюсӑррӑн путланса ларчӗ. — Юлташсем! — илтӗнчӗ Павелӑн янӑравлӑ та ҫирӗп сасси. Манӑн ачамсем, кӑвик-кӑвакарчӑнсем! — ҫӗкленсе каланӑ Яков Тарасович, алӑкран кӗрсе. Павелпа Рита тӑчӗҫ. Тунӑ йӑнӑшсене епле майпа ҫавӑнтах тӳрлетесси ҫинчен шухӑшласа, Юрийпе Огарнов ӳпле умне ларчӗҫ. Тинех шӑпланчӗ. Вӑй улӑма та хуҫать те, вӑя хирӗҫ ӑҫтан тӑрӑн-ха? Турӑ кӗнекинче: «Ӳкекене тӗртсе ан яр», тенӗ, эсӗ мӗн хӑтланатӑн-ха? Нумай пулмасть Фома каллех хула урамӗсенче курӑнкала пуҫларӗ. Унтан вӑл шыва пуҫхӗрлӗ чӑмса йывӑҫран вунӑ чалӑшра ҫиеле тухрӗ. — Пӗрре килсе ҫапрӗҫ те, пурте сапаланса кайрӗҫ. — Таса та яка хӑйӑр, нихӑҫан та нимӗнле хум пулмасть, йӗри-тавра вӑрман, леш карап ҫинче садри пек чечексем ӳсеҫҫӗ. Тӗнчере пулса иртекеннисенчен эпӗ нимӗскерне те ӑнланмастӑп. Ытах мереккеллӗ пулсан, юрӗччӗ хӑть… Кирлӗ пулсан, таврӑнсан пӗлтерӗн. Нагульнов сарлака куҫхаршисене пӗркелентерсе лартрӗ, питне кӑштах шурӑ сӑн ҫапрӗ. — Вӑт, ӑслӑскер, — терӗ те Белецкий, туртӑнкалакан хӗре чуптурӗ. Юрату ҫинчен пуплеме киле, ахӑр; эпир унашкаллисем мар, савнӑ мӑнакка патне ҫитсе курӑпӑр, — ку сирӗн йӳҫӗхнӗ туслӑхӑртан чылай лайӑхрах. Паянхи кун мӗнпур курни-илтни мана салхулантарчӗ… Акӑ вӑл ыран тухса каять, Марийка вара ӑна нихҫан та, нихҫан та курас ҫук. Малтан курса юратнӑ чухнехи Андрей те, хальхи те пулмӗ вара. Ну, пурпӗрех-ҫке-ха ӗнтӗ, мана эсир каҫарӑр, — малалла каларӗ вӑл, — анчах ӗҫӗ шӑпах ҫак япала хӑрушӑ, хӑрушӑ, хӑрушӑ пулнинче! Карапсем ҫинче сехет саккӑр ҫапрӗ, ку ӗнтӗ тӑватӑ сехет ҫитнине пӗлтерчӗ. Бульба хӑйӗн Чорт ятлӑ лаши ҫине сиксе утланчӗ, лаши вара, хӑй ҫине ҫирӗм пӑтлӑ йывӑр ҫын хӑпарса ларнине туйса, тапӑртах хускалчӗ. «Ку тӗрес мар, — терӗм эпӗ. — Гришка ҫапах та лайӑх вылярӗ, вӑл пулмасан тата кичемрех пулатчӗ». Ӑна никам та итлемест, мӗншӗн тесен кашниех хӑйӗнни ҫинчен калаҫать. — Чим-ха, кӑшт тӑхта-ха. Лешӗ ҫав вӑхӑтра тӗпек урлӑ каҫрӗ те хӑйӗн вӑрӑм сӑмсине тупӑ еннелле ҫавӑра пуҫларӗ. Акӑ ҫын анасласа илчӗ, карӑнчӗ, утиялне сирсе пӑрахрӗ. Ара, ку Джим иккен, негр. Уотсон мисс негрӗ. Арӑмӗ унӑн пӗтӗм тӗнчипе палӑрса тӑракан ҫулҫӳревҫӗн, ҫӗр ҫинче ҫӗнӗрен ҫӗнӗ япаласем шыраса ҫӳренӗ чухне ытти нумай ҫынсем пекех пурӑнӑҫне панӑ Вильям Туффнелӗн хӗрӗ пулнӑ. — Эп сирӗнпе выляма пӗлместӗп, — терӗ ача, пуҫне усса. Этемсем вара, таракан пек, ҫӗр ҫинче йӑлтах ытлашши. Пӗлетӗр-и эсир, улӑп-этем, Николай Артемьевич мана мӗншӗн ҫиленнине? Ҫарату! — унтан ҫавӑнтах, кайӑк ури пек аллине мачча патнелле ҫӗклесе, пӳрнисене хаяррӑн вылятса чашкӑрса илнӗ: — Эпир вӗсене… эпир вӗсене… Ҫапла турӑм та эпӗ. Унӑн юр хупласа илнӗ тӑрри, куҫ улталанипе, мана питех те ҫывӑхра пек туйӑнать, анчах эпир ун патне ҫитиччен миҫе сехет иртмерӗ-ши! Ҫитменнине тата епле хӗнлӗхпе килмелле пулчӗ! Эпӗ повӑр вӑтансарах кайнине куртӑм, унӑн кӳпшек питҫӑмартисем пушанса ансарах карӗҫ, вӑл лач сурчӗ те мана хӑйпе пӗрле ертсе аяккалла утрӗ, анкӑ-минкӗ пулса эпӗ пӗрмай салтака ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхса повӑр хыҫҫӑн утрӑм, Смурый тӑна илеймесӗр: — Вӑл, мӗнлескер вӑл, э? Каллех пирӗн хушӑмӑрта вӑйлӑ тавлашу, шӑв-шав пуҫланчӗ. — Мӗнле шав кунта? Мери Джейн пире ҫӳле илсе хӑпартрӗ те тетӗшӗсене пӳлӗмсене кӑтартрӗ, пӳлӗмӗсем пӗчӗкҫеҫ, анчах тирпейлӗ те хӑтлӑ. Мӗн усси ман унран?.. — Вӗсенчен кашни хӑй евӗр калаҫма тивӗҫлӗ. Мӑнкун умӗн Баймакова хӗрне каллех монастыре илсе кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ ҫиеле тухнӑ пекех тата сӗмсӗртерех кулма пуҫларӗ, ҫӗнтернӗн, хӑйӗн йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене хӗскелерӗ, хӑй упӑшки пулнӑ ҫынна куҫӗнчен пӑхма тӑрӑшрӗ. Ҫак кӗнекери геройсем нумайӑшӗ халӗ те пурӑнаҫҫӗ: вӗсем чиперех тата телейлӗ пурӑнаҫҫӗ. — Ҫын пурлӑхӗпе епле ырӑ эсӗ, председатель! Эпир унпала туслӑ пурӑнаттӑмӑр. Кӗпер айӗнче крокодилсем пытанса тӑраҫҫӗ; урупа тӳрех вӗсен карнӑ ҫӑварне кӗрсе ӳкме пулать. — Юрӗ, хреснатте, ҫитӗ… — шӑппӑн та салхуллӑн ыйтнӑ вӑл, Маякинран пӑрӑнса. Вӗсем, ҫӗр ҫӑтман ухмахсем, калинккерен ман хыҫҫӑнах тухнӑ та, пӗри ҫурӑлса каяс пек шӑхӑрать, тепри пӗтӗм урама янтратса: «Хытӑрах чуп, ҫылӑха пӗлмен ват супнӑ, атту халех хӑваласа ҫитеҫҫӗ!» Вӑл арканнӑ пӳртӗн пӗренисемпе хӑмисем урлӑ-пирлӗ купаланнӑ урайне ҫутатса пӑхрӗ. Вӗсем пурте суяҫҫӗ! Давыдов тӗрӗс каларӗ. Тата вӗсем пурте ватӑ, ҫамрӑксене — ҫамрӑккисен суд тӑвас пулать… Ульяна Баймакова монастырте виҫӗ уйӑха яхӑнах пурӑнчӗ. Вара Лось картише тухрӗ — ҫичӗ ҫак кун хушшинче пӗрремӗш хут. — Вӑл мана кӑштах хӗрхенет пулас — ҫав тери пурӑнма пӗлекен йӗкӗтчӗ, тет пулмалла… — Ҫапла, — терӗ майор. — Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем унта тӗлӗнмелле те лайӑх та ҫав тери йӳнӗ! — Апла эппин мӗншӗн тирӗксене пӑсмалла? Мӗнле право пур-ха сирӗн мана колхоза ан кӗр теме, колхозран тӗртсе яма? Ку ҫав тери интереслӗ пулнӑ. — Тен, унӑн укҫа-тенкӗ ҫителӗклӗ: мӗн тӑвать-ха вӑл унпа усӑ курса? Тимур ним чӗнмесӗр тӑрса юлчӗ. Ученӑйсем жмых текен макухӑ пулма пултарать унтан, коммунист вара — тем тусан та пулаяс ҫук! Эп пӗлместӗп, мӗн тӑвас, Савнӑ хӗре мӗн парас? Анчах та листоксем ҫынсене шухӑшлаттараҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем пӗр эрне хушши пулмасан, ҫынсем пӗр-пӗрне:— Пичетлеме пӑрахрӗҫ пулмалла… — теҫҫӗ. Пӗчӗкҫеҫ ҫыру сӗтелӗ ҫинче ларакан кӗрен тюльпан-калпаклӑ лампа, унпа юнашар васкаса таккакан шӑнкӑравлӑ сехетлӗ мопс евӗрлӗ чернил савӑчӗ; стена ҫине кравате тӑрӑххӑн ҫакнӑ тигрлӑ та сӑнӑпа тӑракан юланутҫӑ-араблӑ кӗҫҫе кавир; пӗр кӗтесре кӗнекесем хунӑ лӗнчӗркке этажерка та тепринче шалт тӗлӗнтермелле ӗмӗлкеллӗ виолончель хупӑлчи; пӗртен-пӗр чӳрече тӑрринелле труба евӗр чӗркесе хӑпартнӑ улӑм каркӑҫ; алӑк патӗнчи ҫипуҫа хуплаттарса карнӑ простынь. Кичем мана, ухмаха! — Ҫук, Джон, хӑрушӑ ун пек тума, — тесе хирӗҫлерӗ Гленарван. — Паллах… шыратӑп. — Пӑлхав пур ҫӗрте те пӗр кунхине пуҫланать. — Выльӑх-чӗрлӗхе пуснине хирӗҫ кампани туса ирттертӗмӗр. — Ку мир, Леночка! — Анчах та кам йӗркелет-ха? Пуп ывӑлӗ, ан хӑмпӑлан-ха, ҫурӑлса кайӑн! — Уйрӑмах каҫхи апат хыҫҫӑн… Айлӑма анса вӗсем мӑйракасене икӗ кун выртса ҫемҫелмелли вӗри шыв тухакан ҫӑл-куҫне пӑрахнӑ. Хуҫа арӑмӗ мана хӑйӗн халуйӗ туса хучӗ: эпӗ чӳлмексем йӑтаттӑм, паранкӑ тасататтӑм. Эп йӑнӑшмастӑп пулсан. Йӑрӑмлӑ китсен уйрӑмлӑхӗ ку. Ҫавӑн хыҫҫӑн пуху пӗтрӗ. — Акӑ, господа купецсем! — чӑнкӑртатнӑ Маякин. — Ҫапах та вӑл тинӗс шывӗнчен вунпӗр пин фут ҫӳллӗшӗнче тӑрать. — Кӗлтӑвар! — терӗ вӑл. Вӑл ҫавӑнтах вӗриленсе, минутлӑха парӑннӑшӑн хӑйне питленӗ пек, вӑл ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫук, эпӗ нимӗн те каламастӑп! Вӑл ман алӑ ҫинчех, 30 ҫул ҫине кайсан, вилчӗ, ӑна эпӗр Горюхино ялӗн чиркӳне ашшӗ-амӑшӗсемпе юнашар пытартӑмӑр. Сӑмах майӗн тата, — хушрӗ вӑл сассине хулӑнлатса: — мӗнле-ши леш вырӑс хӗрарӑмӗ, астӑватӑр пуль, ун чухне Висбаденра хӑналанатчӗ вӑл — фон Бо… фон Бозолоф г-жа — пурӑнать-ши вӑл? — Хорь ирӗклӗ ҫынна тухсан, — терӗ вӑл малалла шӑппӑн, хӑй ӑшӗнче каланӑ пек: — кам та кам сухалсӑр пурӑнать, вӑл Хорьшӗн чи пысӑкки пулать. — Господа! Хупман та иккен алӑксене, пур чӳречерен те ҫутӑ курӑнать. Гленарванпа унӑн тусӗсем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Лещенко мӑйӑхӗн хӑмӑр вӗҫӗсене ҫӑварне ҫавӑрттарса илчӗ те вӗсене тимлӗхлӗн кавле-кавле чӑмларӗ. Нимӗҫ… — вӑл пӗр самантлӑха такӑнчӗ, — нимӗҫ пирки эпӗ. Куҫ хупаххине ӗшенчӗклӗн антарса, хӗр хӑйӗн тути хӗррине ҫыртрӗ, хыттӑн чӑмӑртаса лартнӑ пӳрнисем шӑтӑртатрӗҫ. — Ну, эсӗ хӑвах шутла-ха, ун пек ӗҫре эпӗ пӗрремӗш хут-ҫке! Анчах ыйтса пӗлме май ҫук, ҫавна пула географ ҫулпуҫӗпе унӑн ҫыннисен калаҫӗвӗнче «Таупо» текен сӑмах тӑтӑшах илтӗннине ӑнсӑртран асӑрхаман пулсан, нимӗн пӗлмесӗрех юлатчӗ. Хӑйне харпӑрлӑхпа, вӑкӑрӗсемпе, ҫӗрпе ҫыхӑнтарса тӑракан кӑвапине Кондратӑн куҫҫулӗпе те юнпа туртса татма тивет… Апла иккен.. Саламсемшӗн, кучченеҫсемшӗн тав тума хушрӗ, — тет вӑл. Хӑшпӗр чух, ҫанталӑк пӑсӑкрах кунсенче, тӗл пулаймастӑмӑрччӗ эпир, кунашкал вӑхӑтсенче эпӗ хама пӗтсе ларнӑн, пурнӑҫра чи-чи тӗппине, чи хаклине ҫухатнӑн туяттӑм. Стоп, сулахаялла! — Ах, кӗҫҫе пит! Темиҫе ӗне тата пилӗк-ултӑ лаша улӑхра ҫитӗнекен ҫӑракурӑклӑ акнӑ ҫаран ҫинче акаци йывӑҫҫисен сулхӑнӗнче ҫӳреҫҫӗ. Сыхланса тӑр, Грушницкий! тетӗп эпӗ, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа. Хапхаран тухсан, атте сунарҫӑсене тата пире ҫулпа кайма хушрӗ, хӑй ыраш пусси еннелле пӑрӑнчӗ. Курткуна ҫӗлесе пани нумай пулатчӗ-и-ха? Вӗсем ӗнтӗ утмаҫҫӗ, вӗҫеҫҫӗ, акӑ ӗнте вӗсем сӑрт ҫинче, хӗрес патӗнче. Юлашкинчен Монтанелли ура ҫине тӑчӗ, сӑхсӑхрӗ те престол патӗнчен кайрӗ. — Вӗренӗр! — сӗнчӗ хохол. Унӑн какайне ӗне, сурӑх какайӗсенчен пӗрре те начар мар тесе мухтаҫҫӗ. Мӗн чухлӗ ыйтса пӗлес килетчӗ… — Мӗнле ӗҫ пултӑр ӗнтӗ унта! Куҫӑмсем манӑн шывланма пуҫларӗҫ, анчах эпӗ пӗтӗм вӑя хурсах куҫа хупасшӑн мар пултӑм. Хальхи вӑхӑтра пӗтнӗ авалхи пысӑк пальмӑсем, хыр, кипарис, туя йывӑҫӗсем явӑнса ӳсекен лианӑсемпе ҫыхланса пӗтнӗ. Симурден хӑй тӗрӗслӗхшӗн ӗҫленипе пур енчен те тӳрре тухасса ӗненсе тӑнӑ: ҫакӑ ӑна чи революцилле партисен ҫулпуҫӗ туса хунӑ. Епископат членӗсенчен нумайӑшӗ, пуринчен ытла ӗҫ ҫине кирлӗ пек пӑхакан тӳрӗ кӑмӑллӑ чухӑнсем, Симурдена ӗненнӗ, ун хыҫҫӑн хаваслансах пынӑ. Коммуна Конвента, Епископат — Коммунӑна сӑнаса тӑнӑ. Симурден тӳрӗ ҫын, харкашусене курайманскер, нумай вӑрттӑн ӗҫсене путлантарнӑ. Пуш-пушӑ вырӑн. Экспедици ҫур ҫула ҫитрӗ. Комсомол райкомӗн секретарӗ Устиновичпа хӑй сисмен хушӑрах туслашса кайрӗ, пыра-киле вӑл вокзалран, литературӑпа хаҫат ҫыххисемсӗр пуҫне, кӗске вӑхӑтлӑха курнӑҫнӑ хыҫҫӑн темӗнле ӑнланмалла мар савӑнӑҫсемпе таврӑна пуҫларӗ. — Мӗнле те пулин ҫӑмӑлттайсем пулӗ-ха, а эсир вӗсене ӑпӑр-тапӑрсем валеҫсе ҫӳретӗр. «Эпӗ, — тет — алӑсӑр, урасӑр пулин те, вырӑс ҫынни еплереххине кӑтартӑп-ха». — Саня, ӑна пӳрте илсе кӗрес пулать, вӑл картишӗнче ӳксе ҫӗмӗрӗлнӗ курӑнать… Ҫуха тӳмине ярсан, ун кӗпи ӑшӗнчен хут татӑкӗ тухса ӳкрӗ. — Хуллентерех, ачасем! — шӑппӑн хушрӗ кӗсменҫӗсене Халл капитан. Негрсем — тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем, тата вӗсем Уэлдон миссиспа Дикран пӗр ҫеккунта та уйрӑлман, Негоро вара ялан ҫыран хӗрринче ҫӳрерӗ. — Эй, мӗн макӑратӑн эсӗ? Анчах ухмах пулсан — тӳс! Ан васкӑр, ларӑр-ха пӗртак. Ҫук, юрамасть. Анчах Юпитер ҫинче пурӑнакансем ҫук, ҫавӑнпа та талӑкӑн вӑрӑмӑшӗ унта ниме те пӗлтермест. Кайрӑмӑр, хаклӑ хӗрарӑмсем, тепӗр вырсарникун вара кӗлле кайӑр. Часах пурте куҫран ҫухалчӗҫ. — Анчах, ҫакӑн пек канӑҫсӑр тинӗсре мана хамӑрӑн сулӑ ҫак черчен яликран шанчӑклӑрах пек туйӑнать. Шутлас пулсан, унӑн вӗсем виҫҫӗ, вӑл вара тем хӑтланать: пӗрне тӑхӑнать, теприне, хӑй вара вырсарникун партие хӑш кӗпепе кӗме аванрах пулассине пӗлмест-ха. Ҫакӑ пӗтӗмпех сирӗн мӑя тӑхӑнтармалли мӑйкӑч пулса пырать. Пӗри теприне кансӗрлемен пек туйӑнать. Инсаров ложа хӗррине ӳпӗнчӗ те Виолетта ҫине тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Вӗсем пӗртте индеецсем мар, индеецсем пек тумланнӑ шурӑ ҫынсем пулнӑ. Кӗркуннепе хӗллене Павел юратмасть, вӗсем ӑна нумай асап кӳреҫҫӗ. — Епле мӗншӗн? — тесе кӑшкӑрса илтӗм эпӗ. Ку — арӑмӗн сасси пулчӗ. Кунта тата ҫав канфет, пылак апат ҫисе тултарас йӑласем, туя хатӗрленесси — хваттер, ҫывӑрмалли пӳлӗм, вырӑн, халатсемпе капотсем, кӗпе-йӗм, туалет — тухса тӑраҫҫӗ. Эпир заводран тӳрех лекцие кӗретпӗр. Сема Гинзбург мана электросила завода слесарь помощникне вырнаҫтарчӗ. Кукамӑшне мӗн тумалли ҫинчен те пӗр канаша килтӗмӗр, вӑл Перышкин директорпа хирӗҫнӗ те колхозра «уйрӑм хваттер» илнӗ, тет. Паганельпе Джон Мангльс карап ҫинчи карттӑсем ҫине пикенсех пӑхаҫҫӗ. Шӑп кӑна вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче Мария-Терезия ятлӑ пушӑ та чуллӑ пӗчӗк утрав пур. Асӑннӑ утрав Лӑпкӑ океанра таҫта шалта ҫухалса выртать, ун патне ҫитес тесен. Африка ҫыранӗсенчен виҫӗ пин те пилӗкҫӗр миль, Ҫӗнӗ Зеландирен — пин те пилӗкҫӗр миль каймалла пулать. Ас ту-ха эс, Иван Боримечка ӑна мӗнле куҫ хывать… Епле хӗрхенсе пӑхать, калама ҫук хӗрхенсе пӑхать! Ҫук, эпӗ сире калатӑп: пачах та урӑхла, эпӗ ҫав япалана халь… кирлӗ тесе шутлама пӑрахрӑм ӗнтӗ. Вера мана пур пӗрех лайӑхрах савать, княжна нихҫан та Вера чухлӗ савас ҫук! Сирӗн кӑмӑлӑр пулас пулсан, манпа килӗшсе, мӗншӗн тесен ман арӑм пирӗн сословири айван хӗрарӑм пулса тӑрать, ҫавӑнпа та эсир ӗнер каланӑ сӑмахсене хальхи вӑхӑтра ҫителӗклӗ таран ӑнланса илме пултарайман. Володя: «Ку вӑл нимех те мар, эпӗ лаша ӗрӗхнине питӗ юрататӑп», — тесе тӗлӗнмелле харсӑррӑн каларӗ пулин те, атте те ӳкӗтленине пӑхмасӑр, мӗскӗн анне эпир сунартан таврӑничченех Володя шӑпийӗ пирки асапланасси ҫинчен ҫине-ҫинех каларӗ. Кайран вӗсем хӑйсен мрамор шарикӗсене туртса кӑларчӗҫ те «ҫӳлелле ывӑтмалла», «туртмалла» тата «касмалла» выляма тапратрӗҫ. Ҫак вӑйӑсене те вӗсем йӑлӑхтарса ҫитеричченех вылярӗҫ. Укҫана ним хӗрхенмесӗр салатса пурӑннипе вӑл ҫука юлса пынӑ. Пӗр-пӗринпе килӗшес пулать пирӗн. — Епле тупрӑр? — ыйтрӗ вӑл ырӑ кӑмӑлпа тӗлӗнсе. — Эсӗ аманнӑ вӗт, юлташ! Шӑп ҫумӑр пӗлӗчӗ ҫумӗнчех, ҫӳлте, чалӑшшӑн выртса, сарса хунӑ ҫунаттисемпе сывлӑш юхӑмӗ ҫине лекме тӑрӑшса, хӗвелтухӑҫнелле ҫӑхан вӗҫет. Евреинов мана пӗр тӗлӗнмелле вӑрттӑн ҫынпа паллаштарчӗ. Ку паллашу чӑркӑш асӑрханусемпе пулса иртрӗ, ҫавӑнпа та кун хыҫҫӑн мана пысӑк ӗҫсем пулассӑн туйӑнчӗ. Турӑ ҫынна пурнӑҫа йӗрке кӳме тӑратнӑ… анчах ӑсне вара — татсах паман, апла пулсан, вӑл пирӗн недоимкӑсене ытлашши хаяррӑн шырас ҫук! — Тӑваттӑ. Корнаковсем Ҫула май кӗмелли иккӗмӗш ҫурт — Корнаковсен ҫурчӗ. Вӑл килте ҫукчӗ. Тен, эсир, кунта часах вӗсене пулӑшма тепӗр карап ҫитесси ҫинчен пӗлместӗр пулӗ. Ан хӑра. Вӗсем пӗр хресчен сарайӗнче купаланса выртаҫҫӗ, вӗсем ҫинчен пурте маннӑ. Урамран тӑкӑрлӑка пӑрӑнмаллаччӗ, тӑкӑрлӑкӗ ҫав тери ансӑр, унта пӗрер лаша кӳлнӗ икӗ лав та, хире-хирӗҫ пулсан, иртсе каяймасть, кайри кустӑрмисенчен тытса, икӗ лавне икӗ енне чакарса урамалла туртса тухмалла пулать. Иртен-ҫӳрен те икӗ енчи хӳме ҫумӗнче ӳсекен куршанаксемпе ҫыпӑҫӑнса чечекленнӗ пек пулса тухать. Аслӑ Василий математикӑпа философие вӗреннӗ — эсӗ те вӗрен, ҫветтуй Нестор истори ҫырнӑ — эсӗ те верен, истори ҫыр. Ҫакна туса пӑхам-ха тата; каям-ха мӑн хырӑм Пацюк теекен запорожец патне. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ е хуйхӑллӑ пӗлтерӳсем илтмен пулӗ! Вӑл ҫынсен хуйхине те, телейне те, пуринчен малтан пӗлсе пынӑ. — Эх, нумай утрӑмӑр ӗнтӗ! Ку тӗлтен ҫул татах ҫӳлелле хӑпарса каять, чӗрӗк миль тарӑн вӑл чӑтлӑх вӑрманпа хупланса тӑрать. Иккӗшӗ те вӗсем Вайкато юханшывӗ таврашӗнчи шултӑра йӑхсен ҫулпуҫӗсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсен иккӗшин те прависем пӗр пекех. Вӑл пулӑшатех. Вӑл пулӑшать, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… Турӑ ӑна пӗлӗт ҫине ятарласа ҫавнашкал вырӑна лартнӑ, ҫавӑнпа та пурин те ӑна кӗлтума ирӗк пур. Нивушлӗ эсӗ юнлӑ тавару мӗн иккенне пӗлместӗн? Буржуаллӑ конституцисене ним шарламасӑр ҫаксене асра тытса ҫыраҫҫӗ: обществӑ антагонислӑ классенчен, пуянлӑхсене тытса тӑракан классенчен тата пуянлӑхсене тытса тӑман классенчен тӑрать, влаҫа хӑть мӗнле парти тӑрсан та, обществӑна патшалӑхлӑ ертсе пырасси (диктатура) буржуази аллинче пулмалла, конституци пуян классемшӗн юрӑхлӑ та усӑллӑ обществӑллӑ йӗркесене ҫирӗплетсе тӑма кирлӗ. Э-хе-хе!.. пӗтет купец… Унччен малтан, типӗре, хамӑр патра офицерсем, Яшкӑн командирӗпе унӑн тусӗ, пурӑннӑ чухне, килтисем мана купӑста ярса типӗлле яшка та пӗҫеркелесе паратчӗҫ, чейне те ӗҫтеркелетчӗҫ… халӗ вара темӗн те пӗр каласа ытла та хытӑ ҫиеҫҫӗ, ытла та хытӑ ҫиеҫҫӗ… Пӗри, эпӗ хӗрӳллӗн юратаканни, ырӑ, ҫепӗҫ, йӑваш, савӑк тата хӑй ҫавӑн пек пулнине пӗлсе тӑрать. — Ха, выляс шухӑш кӗре пуҫланӑ! — йӗкӗлтесе кулса илчӗ Ерофей Кузьмич. Тепӗр сехетрен ҫав нимӗҫ хӑйӗн юлташӗсене вӑтӑр ҫын ытла ертсе килнӗ, малашнехи кунсенче те пӗчченшерӗн парӑнаканнисем пулмарӗҫ. — Эсӗ ху манӑн ывӑла, Ильяна, тӗрӗс ҫул ҫинчен пӑрса ятӑн! Сасӑсене те политика енчен хаклама пӗлес пулать. Вара ҫур сехете яхӑн виноград пахчинче аллейӑсем тӑрӑх, известкӑллӑ ту сӑмсахӗсем тӑрӑх, вӗсен хушшинче ҫакӑнса тӑракан йывӑҫ тӗмисен таврашӗнче ҫӳрерӗм. Эпӗ хам хытӑ ывӑннине те шӑплӑха ҫеҫ туйрӑм… ҫапах ман чунӑмра Зинаида сӑнарӗ савӑнӑҫлӑн ҫиҫсе тӑчӗ. Пӗр хушӑ вӑл шыв сарлакӑшне куҫпа виҫнӗ пек пӑхса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах тата шыв леш енчи чӑтлӑхалла тӗллесе пӑхнӑ. Эпӗ ӗнер ҫав ҫыхха темӗн чухлӗ шырасан та тупайманни ҫинчен аса илтӗм. Вӑл мӗн каланине никам та илтмен, анчах аннеҫӗм тек макӑрмарӗ; вӑл лӑпланчӗ те апат ыйтрӗ, хӑй пурпӗрех тухмарӗ, хулана куҫса каяс шухӑшне те улӑштармарӗ. — Апла мар ҫав, сударыня, вӗсем ҫухалнӑранпа ҫулталӑк иртнӗ, вӗсем ҫапах та тавӑрӑнман… Тӗлӗннипе Кондрат тӑртаннӑ куҫӗсене чарсах пӑрахрӗ, автансен талккишпе илтӗнекен чарӑнма пӗлми сассисене пӗр-икӗ минут хушши итлесе тӑчӗ, унтан, каярах юлнӑ пӗр автанӗ «ку-ке-кууу», тесе авӑтни шӑпӑртах шӑпланса ларсан, ыйӑхлӑн йӑл кулса: «Ну кӑшкӑрашаҫҫӗ те, шуйттан автанӗсем! Этем кӑмӑлӗ ҫавнашкал. Кунта вара эсир пӗр ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех тунӑ ҫылӑхсене туртса кӑлараҫҫӗ те, ҫавӑн ҫинчен сире куҫран тӳрех калаҫҫӗ. — Допрос тӑвакан офицерӑн мӗнле те пулин вӑрттӑнлӑхне пӗлнӗ-и вара Риварес? Марьянӑн хӗрлӗ тутӑрлӑ (сорочка текенскерпе) хитре пуҫӗ витерен курӑнчӗ те каллех пытанчӗ. Чура сутуҫин тарҫисемпе вӗсем тӗл пулмарӗҫ. Тихон мӑкӑртатса илчӗ: — Вӑрттӑн сӑнамасан — нимӗн те пӗлейместӗн. Яков, чӗлхине темле хӑюсӑртарах ҫавӑркаласа, те каҫхи сивве пула, те хӑранипе ҫӳҫенкелесе, пӑшӑлтатнӑ пекех каларӗ: — Пирӗн те пур. Эпӗ хам куртӑм вӗт тупӑкне алтса чикнине, ҫиелте — пушши ҫеҫ, памятник вырӑнне ларать… Кондратько, малтанхи пекех васкамасӑр, уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсем тӗлӗшпе тата хуторти пуянрах хресченсем тӗлӗшпе, ытах та вӗсем кӗтмен ҫӗртен вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарас ӗҫре кутӑнланса тӑма е ҫав ӗҫе мӗнле те пулин хирӗҫ тӑма шухӑш тытсан, мӗнле лини тытса пыма кирлине палӑртса хучӗ, агитколонна ытти ял Совечӗсенче ӗҫленӗ чухне туяннӑ опытран хӑш меслечӗсем витӗмлӗрех пулнине кӑтартса пачӗ, хӑй пӗрмаях ҫемҫен калаҫать, ертсе пыракан ҫынла калаҫас тени, вӗрентсе калас тени асра та ҫук, калаҫнӑ хушӑра пӗрре Давыдовпа, тепре Разметновпа, унтан тата Нагульновпа канашласа илет? Мана ҫак лайӑх юлташпа уйрӑласси салху пулчӗ. Унӑн икӗ алли те пӗр пекех ҫирӗп. — Тавтапуҫ! — тавӑрчӗ Халл капитан. Эпӗ санран хыпар кӗтсе пурӑнтӑм. Тӗттӗмленме пуҫланӑ ҫӗре сарай чартакӗ ҫинчи штурвал кустӑрми ӗҫле пуҫларӗ. Ҫитменнине мӗн шухӑшласа кӑларчӗ тата хӑй: тытать те чуптума тытӑнать! Ҫав тери шӑп, — ура айӗнче юлакан тарӑн йӗрсенче тӑкӑна-тӑкӑна юлакан хӑйӑр чӑштӑртатни илтӗнет. Ҫак хушӑрах, акӑ, октябрӗн 1-мӗшӗнче — Троекуров ялӗнче чиркӳ праҫник кунӗ персе ҫитнӗ… — Ан хӑра! — тесе кӑшкӑрчӗ Хохол. — Паллах, — терӗ мана хирӗҫ профессор, хӑй хытӑ кулать. Пурте ҫавӑн пек вӗсем, ҫитменнине чи ӑслисем те ҫавӑн пек. Ҫынсем, типӗ хӑйӑр сине кӑларса пӑрахнӑ пулӑсем пек, ҫӑварӗсене кара-кара ярса, час-часах анаслаҫҫӗ. Карчӑк хӑйӗн, амӑшӗн сисӗмӗпе ӑна пӗтӗмпех ӑнланнӑ. Ӑнланнӑ та кӳренмен: ваттин ватӑлас пулать, ҫамрӑккин ӳсмелле. Эпӗ сире вӗсемпе паллаштарӑп-ха. Мӗн те пулин ӑна тытса чарнӑ пулӗ. Шел те, анчах нимӗн тума та ҫук, пӑрахасах пулать… Халлӗхе эпӗ хам та лайӑххӑнах пӗлместӗп: хуҫалӑх-ши ку манӑн е ҫемье, анчах ҫемьеллӗ пулас килнӗ пек. Ку ытла кӑнттамла пулнишӗн те хӑратӑп. — Мӗншӗн тетӗн-и? Мӗскер кӑна пулнӑ? — Ӑҫтан тупас-ши? Тӑрса лартӑм, йӗри-тавра пӑхкалатӑп, кӑштах хӑратӑп та. Хӗвел питӗнчи вӑрманпа уй-хире пӑшалсем пени тата хӑрушшӑн кӑшкӑрашни хупӑрласа илчӗ, тепӗр енче вара, ферма тӗлӗнче, тӗтӗм мӑкӑрланса тӳпене ҫӗкленчӗ, поселокпа ферма ҫийӗн пысӑк улӑм ури ҫуннӑ пек, ҫулӑм ялкӑшма тытӑнчӗ. — Ну, ҫук, чунтан тав тӑватӑп! — кӑшкӑрнӑ Юшков. Эпӗ тӑхӑр патакне илтӗм те, вӗсене ҫӗре ҫирӗп чике-чике лартса, кашни енӗ икшер фут ҫурӑ тӑршшӗ квадрат турӑм; ҫав тӑхӑр шалча ҫине сӑмса тутрине хытӑ карӑнтарса ҫыхрӑм, ҫиелтен тӑватӑ кӗтесрен тытӑнтарса тӑватӑ патак ҫӗре параллеллӗ ҫыхса хутӑм. Ӑҫта пыратӑн, сан тавра хӗрсем ураран ӳкес пек чупса ҫӳреҫҫӗ. — Санӑн мӗн лайӑххи пур? — тесе ыйтрӗ вӑл ачаран. Эпӗ унтан тарса хӑтӑлас тесе кӗтесрен кӗтессе ҫӳрени ахалех пулчӗ. Белецкий стаканне ҫӗклерӗ. Сулӑн пӗр кӗтесне тӑпрас сарнӑ, ун ҫинчех кӑвайт ҫуннӑ, кӑвайт патне кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑ пӗр мужик кукленсе ларнӑ, вӑл аллисене вут ҫине тытса ӑшӑтнӑ, ҫав вӑхӑтрах улпутсем енне хӑяккӑн пӑха-пӑха илнӗ. — Ҫук, Географически обществӑра. — Эпӗ кунӗпе ҫункав айӗнче выртрӑм. Хӑй патне чӗнессе кӗтрӗм эпӗ, вӑл чӗнмерӗ, вара эпир пӗр-пӗр ҫӗрте курнӑҫма калаҫса татӑлтӑмӑр — ӑҫта эппин? Ун тураттисен ӑшӗнче аташса кайма та пулать. Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре эпӗ померанец пек саралса кайрӑм. Акӑ пирӗн хыҫҫӑн килеҫҫӗ вӗсем. Дантон пуҫне ҫӗклерӗ те, хӑйӗн хытӑ чӑмӑртанӑ пысӑк аллине мӑлатукпа сунтал ҫине ҫапнӑ евӗр, картта ҫине йывӑррӑн хучӗ: — Робеспьер, калӑр-ха: Верден пруссаксене Парижа кӗме ҫул уҫса паман-и вара? — Кӑна эпӗ пӗлетӗп, — терӗ вӑл. «Ентӗ халь вилес пулсан та, хам тӗрӗс иккенне кӑтартӑп», терӗн. — Морис Джеральд, — терӗ шӑппӑн креолка, тепӗр енче ятне ҫырса хунине асӑрхаса. Эпӗ те… унтах юлтӑм. — Ҫук, курӑнать. Эпӗ хам автана самантрах тытса килетӗп, эпир вӗсене ҫапӑҫтарса пӑхӑпӑр, кам автанӗ ҫӗнтерет, ҫав мӑкарич ыйтать. — Мустангерӗ вара? Болгарсем те хура, ну, кусем пирӗн пек тӗнпе пурӑнмаҫҫӗ. Йытӑ вӗсем патне чупса пычӗ, вӗсене ют еннелле турта пуҫларӗ. Ӑҫтан тупнӑ вӑл ку пакура? Эпӗ ҫапӑҫу пуҫланас умӗн хӑйсен ҫарӗсене ертсе пыракан Цезаре те, Помпее те куртӑм. Амӑшӗпе хӗре пачах урӑхла йышши ҫынсем, пӗринчен тепри нумай енчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Ҫурҫӗр енчи тинӗс ҫыранӗ горизонт хыҫне пытанчӗ. Павел пуҫӗ ҫине сӗтел ҫинчи лампа ҫути ӳкнӗ. Эпӗ, калас пулать, Макарушка Нагульнов килӗнче ҫуралнӑ пекех, эпир унпа пи-ит пысӑк туссем пулнине эсир, кунта ларакансем, пурте пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ унтан, ывӑҫа мӗн чухлӗ кӗрет, ҫавӑн чухлӗ тӗрлӗ пӗлӳ ӑсса илетӗп: каҫсенче е хулӑн та кирлӗ, картинӑсӑр кӗнекесем, е словарь вулатӑп, ӑслӑ сӑмахсене аса илме хӑтланатӑп, анчах кунта манӑн ватлӑх пӗтерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Якӑрсене илсе тухма тесе тунӑ сулӑ мӗнпур пассажирсемпе апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсене ҫӗр ҫине илсе тухма пултараймасть, вӑл ытла пӗчӗккӗ те питех те тӗрексӗр. Урам хушши пушӑ та лӑпкӑ пулнӑ; тӗттӗм чӳречесем каҫ сӗмлӗхӗ ҫине тӗксӗммӗн пӑхнӑ, стенасем тӑрӑх, хӳмесем тӑрӑх Фома хыҫӗнчен унӑн мӗлки шӑвӑнса пынӑ. Ҫук, чӑнах? Гигант ун хулпуҫҫи ҫинчен аллине илсен, Негоро тӳрленсе тӑчӗ. Ҫуртсенче виноградпа инжирӑн пылак шӑрши кӗрет, ҫынсем пурте темле ҫилӗмлӗ, пылак, шӑрӑх пирки, кӑшт ӳсӗртерех ҫӳреҫҫӗ. Лукашка уйрӑммӑнах хавас курӑнчӗ. Кайран эпир ҫакӑн ҫинчен тӗплӗрех калаҫӑпӑр. Анне ҫуралсан, ача пӑхакан кирлӗ пулать те, ку ӗҫе тума ӑна хушаҫҫӗ. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) «Ҫук ҫав, ҫавна калатӑп та, — терӗ Чуб, кумӗ ним чухлӗ те пӑшӑрханманнине кура тарӑхса: — саншӑн пулсан, ним хуйхи те ҫук». Иккӗшӗ ӑҫталла кайччӑр иккен вӗсем? Тепӗр чухне кулнӑ вӑхӑтра та чӗре ыратнине тата савӑнӑҫ вӗҫӗ хурлӑх пулнине тавҫӑрса илнӗ вӑл ҫаплах. Ҫапла вара ҫапӑҫу вӑхӑтлӑха чарӑнчӗ, пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсене йышӑннӑ хыҫҫӑн, тапӑнакансем тапӑну тепӗр хут пуҫланасса ҫеҫ кӗтнӗ. — Ҫӳрес ҫук вӑл. Вӑл ман пуҫ айӗнчи сухари хутаҫҫине туртса кӑларнӑ иккен. Рада пуҫне те, политикӑ енӗпе ят ан пултӑр тесе, тӗкӗнмерӗҫ. Тосун-бей Тымрашлирен чеерех пулчӗ. Сибиряксем ун чух Хура тинӗс хӗрринчи ҫуркуннене тата унӑн чи савӑнӑҫлӑ та чи чаплӑ уйӑхне — май уйӑхне — пуҫласа курнӑ. — Ан тив, ҫывӑртӑрах, — терӗ манӑн шанчӑклӑ тарҫӑ, нимӗн те пулман пекех: — чупса ывӑннӑ, ҫывӑртӑрах. Кӗсмен пӑтисем пӗрмай кӗмсӗртетсе пычӗҫ, — таҫта карӑш авӑтрӗ, таҫтан инҫетрен каҫхи тӑмана ахӑрса кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Ӑна ҫав ҫӗр иртсе каяс ҫук пек туйӑннӑ. Тархасшӑн ӗнтӗ. — Мӗн тӑвӑп-ха эп? Унӑн икӗ алӑк: пӗри — тимӗр питлӗхсенчен тунӑскер, ҫӗр айӗнчи тӗттӗм пӳлӗмелле илсе кӗрет, тепри — ҫӳлелле улӑхмалли пусма ҫине тухать. Хӑш-пӗр авторитетсем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ, ҫапах та вӗлернине нимӗн те ҫитмест — хӑшне-пӗрне ҫеҫ ҫакӑнта, ҫӗр хӑвӑлне, илсе килсе сулӑм тӳличчен тытма пултаратпӑр. Анчах эпӗ хама хам чипер тыткаланине тата ун упӑшки мана мӗн те пулин тума хушса панӑ паллӑсене пурне те итленине курсан, вӑл часах лӑпланчӗ те манпа пит ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма тӑрӑшрӗ. Эпӗ ҫав ниме тӑман юрӑхсӑр ҫынна пӗлетӗп, эсӗ ун пирки мана тиркерӗн… — Кам ҫинчен калатӑн эсӗ? Анаслакаласа, куҫне сӑтӑркаласа тухрӗ вӑл, хӑрах аллипе пӑшал сӗтӗрсе пырать. — Ну, мана телей сунса ал парар… — Эсир вӗсем ҫуккишӗн пӑшӑрханатӑр-и? Каҫалапа вӑл кунта ҫитме кирлӗ. Эпе кӗпе-йӗм шкапӗсене йӑлтах ухтарса тухрӑм, ҫапах пӗринче ҫул ҫине тӑхӑнмалли хамӑрӑн симӗс алсасене, тепринче ҫемҫе сӑрантан ҫӗлетнӗ хӑрах перчетке ҫеҫ тупрӑм, вӑл мана пачах юрӑхсӑр, мӗншӗн тесен вӑл кивелсе, вараланса пӗтнӗ, шалпар, ҫитменнине унӑн вӑта пӳрнески ҫук, ӑна Карл Иваныч шыҫнӑ аллине тӑхӑнтарма тахҫанах касса пӑрахнӑ пулмалла. Ҫак тапхӑр мӗн тери ответлӑ иккенне эпӗ коммунистсен батальонне каласа пама та кирлех мар пулӗ тетӗп. Хӑвна ху тытма пӗлни ҫинчен мӗн тейӗн? Анчах ҫутманччӗ-ха — Иван Павлыч калать ӗнтӗ, Катя, итленӗ май, шӑпах тӑрать пуль. — Ман! Вӑл пин утӑм тусан тин, урӑхла каласан, ҫур километр кайсан тин, пӗрре канас пулать, канасса та пилӗк минутран ытла канас мар, тесе шутларӗ. Иксӗмӗрӗн пӗрле пит аван тухмалла. — Ҫук, арестлемелле мар, ӑна вӗлерсех пӑрахмаллаччӗ! — Нагульнов аллисене саркаласа пӑрахрӗ. Павка хӑйӗн хулпуҫҫийӗпе унӑн тӑпӑл кӑкӑрне сӗртӗнет, ҫав майпа унӑн ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илет, хӑй хумханать, йӗри-тавра кулӑ яланхи пекех урама янратать. Усал кунти халӑх пирӗн, ним хӗрхенӳсӗр… Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне!.. — тесе вӑл тепӗр хут вуласа пачӗ, ҫав тери алчӑраса кайса. Унӑн аллинчен ҫыру ҫӗре ӳкрӗ. Тен, хӑшӗ те пулин вилнӗ те пуль… Пур пушӑт та йӗре выртмасть вӗт. Вӑл пӗчӗк те хытканскер, шӗвӗр сӑмсаллӑскер. Ун ҫине пӗтӗм халӑх тинкерсе пӑхрӗ. Сӑмахне кӑмӑлласах итлерӗҫ. А хӑй ҫинчен пулсан: «Больницӑра пилӗк ҫул выртса ирттериччен, луччӗ хӗрӳ ӗҫре пӗр ҫул ҫеҫ пурӑнам» тет. Мӗншӗн-ши? — Унтер-офицер эпӗ, апла тесен эпӗ устава та сирӗнтен лайӑхрах пӗлетӗп. Ҫакна эпӗ уншӑн турӑм — вӑл манран ҫавна ыйтрӗ. Такам питӗ ӑстан вӗсен карланкисене ҫӗҫӗпе касса татнӑ, ҫавӑнпа та вӗсем, хыҫра мӗн пуррине каялла ҫаврӑнса пӑхнӑ пек, пурте пуҫӗсене хыҫалалла каҫӑртса выртнӑ. Эпӗ телейлӗ… Пыратӑр-и? Эпир площадьре Савельичпа иксӗмӗрех тӑрса юлтӑмӑр. Хӑйсен йыттисем урнӑ пек вӗреҫҫӗ пулин те хуҫисем вӗсене ирӗке ямаҫҫӗ. — Э-эх, эс те ҫав! — ассӑн сывласа илнӗ Саша. Унтан вӑл каллех тумланма пуҫланӑ. Тӳремрех вырӑнсенче ӑшӑ тислӗк ирӗлнипе кӑштах хӑмӑрланнӑ ҫул тӑсӑлса выртни палӑрать. Ӑна хапсӑнмаллиех ҫук, сирӗн ҫине пӑхма та йывӑр мана, тет, — пӗтӗмпех пӗлтерчӗ мана Нина Капитоновна. Хӑйӗн шухӑшӗ ҫирӗпленсех пыракан Хопров калаҫма пуҫларӗ: — Ҫук, тӑвансем, кирек мӗн тӑвӑр та, анчах эпӗ ку ӗҫе хутшӑнма килӗшместӗп! Мӗнле хаяр кулӑпа каларӑм эпӗ ҫак сӑмаха: ним те мар! Юрать-ха, кунта ӑна ытлах тишкерсе-туса пӑхмарӗҫ, кофейньӑра ҫапах та Огнянова пӑчӑ пулса илчӗ. Айлӑмлӑ улӑхсенче ҫурхи шыв кӳлленсе тӑрать; ӳпӗннӗ сенкер тӳпепе пӗрле шыв ҫинче палӑракан шурӑ пӗлӗтсем таҫтан шыв тӗпӗнченех шуса иртеҫҫӗ, вара, юлашки пӑрсем ирӗлсе пӗтнӗ евӗр, ерипенех куҫран ҫухалаҫҫӗ. Кунта текех пӗр кун та юлассӑм ҫук! Сквайр мана корма чӳречи пӑтӗнче кӗтсе тӑчӗ. Вӑл хытах хавхаланнӑ тата хавасланнӑ. — Шухӑшлӑр. Ульяна Баймакова, никамран вӑтанмасӑр, кӑмӑлӗ тулса ҫитнипе юхса аннӑ куҫҫулӗсене питҫӑмарти ҫинчен шӑла-шӑла илчӗ. Шӑп ҫав вӑхӑтра эпӗ малалла кайнӑ пулас. — Эпӗ вырӑс маррине, мана Российӑра пурӑнма пӳрменнине, санӑн хӑвӑн ҫӗршывунтан, тӑванусенчен яланлӑхах уйрӑлмаллине? Вӗсем алӑк умӗнче чарӑнчӗҫ; алӑк уҫӑлсан, Артур хӑйӗнчен малтан ыйтса тӗпченӗ ҫутӑ пӳлӗме кӗчӗ. Ҫав пӳлӗме ҫийӗнчех паллаймасӑр вӑл хут куписем выртакан сӗтеле тата ӗлӗкхи вырӑнӗнчех ларакан офицерсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Ҫав кирлӗ-кирлӗ маррисенчен хӑшне ӗненетӗн эсӗ? Каласа пар-ха? Пӗрре! — Ҫакна вӑл турӗ-и вара? Вӑл ҫынсен кӑмӑлне ытлах та кайни ҫавӑнтан килет пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ, — терӗ. Палламан ҫын унран:— Вӗсенчен хӑшӗ ҫӗнтерет вара? — тесе ыйтрӗ. Ӑна чӗлпӗр тыттарчӗҫ, вара Джек тӳрех хӑйне чӑн-чӑн отряд пуҫлӑхӗ пек туйса илчӗ. — Эпӗ параппан, хӗҫ, хӗрлӗ галстук, бульдог ҫури илетӗп тата авланатӑп. Кашни тунтикунах ирхине вӑл ҫапла туять, мӗншӗн тесен ҫав кун шкулта ҫӗнӗрен асапсем курмалли эрне пуҫланать. — Ку вӑл тутарла: сывлӑх сунатӑп, тӑнӑҫ пултӑр сире, тени пулать вӗсен чӗлхипе. Ку вӑл — пуҫ ҫине кӗтмен ҫӗртен, куҫа курӑнмасӑр татӑлса анса, хыттӑн ыраттармалла килсе ҫапнипе ӑнран кӑларакан хуйхӑ пулмарӗ, ачасенчен уйрӑлмалла пулассине ӑнланса илни ҫеҫ пулчӗ, анчах ӑна та ҫак кун курни-илтнисенчен ҫуралнӑ туйӑмсем путарса хучӗҫ. Боримечка ҫавӑнтах хутаҫҫинчен тирне сӳнӗ мулкач туртса кӑларчӗ, мулкачи тӗллӗн-паллӑн юнпа хыта-хыта ларнӑ. Хӑйӗнни ҫинчи кӗнекесен йышӗ, пирӗнни ҫинчи пек пысӑк мар пулин те, пушшех тӗрлӗ-мерлӗрехчӗ. Ҫавӑнпа унӑн ыйтуне эпӗ чӑнласах йышӑнтӑм та, хам умра наука таса ҫурчӗн алӑкӗсене уҫма мӗн-мӗн тума шутланисем ҫинчен каласа патӑм. — Комиссар мӗн вӑл? Артёмӑн алли ӑна цемент урай ҫине сасӑсӑр антарса лартрӗ. — Акӑ, эпӗ вӗренетӗп, вулатӑп… Полковник ырхан Зельцера тӗпчеме пуҫларӗ. — Мӗншӗн ларатӑн? Вӑл Гека стена ҫумӗнчех тӑм купи ҫинче юлнӑ ҫурта тӗпне кӑтартрӗ, сӳнсе пыракан ҫурта ҫутине хӑйсем Беккипе иккӗшӗ епле астуса ларни ҫинчен те каласа пачӗ. Ашак таса шывран хӑрать, эпӗ те хӑратӑп… Тепӗр самантран Том вӑранчӗ. Ӑҫта-ши вӑл халӗ, савнийӗ? Пӗри питӗ хытӑ кутӑнланчӗ унта. Эпир малалла каймастпӑр пулсан, парус пире мӗн тума кирлӗ вара? — Санӑн шутупа апла пулла вӗлерни те ҫылӑх пулать-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ.. — Начар! — терӗ штабс-капитан, — пӑхӑр-ха, тӗтрепе юртан пуҫне урӑх йӗри-тавра нимӗн те курӑнмасть, — тепӗр сакӑлтана анса каясса кӗтсех тӑр, е пӗр-пӗр шӑтака кӗрсе ларӑпӑр; лере ав, аяларах, Байдарӑ урӑм-сурӑм иртӗхнӗ пуль, ун урлӑ каҫса та каяйрас ҫук. Алевтина Васильевнӑпа Марийка кӑшт ҫеҫ кӑмакари вут ҫути ҫутатакан тӗттӗм кӗтесре, кӑмака кукринче, пӗр-пӗрин ҫумне лӑпчӑнса тӑнӑ. Пӗр пилӗк минута яхӑн сӑнаса тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл аякран кӑтартакан трубине палуба ҫине тӑратса, ун ҫине, патак ҫине таяннӑ пек, сӗвенчӗ. Пӳлӗмӗнче туллиехчӗ вара уҫнӑ чемодансемпе ҫурӑм миххисем. — Маттур, Ковычка! Пӗтӗмпех мӑнастире памалла-и? — Ларӑр апла-тӑк. Ну, калӑр-ха хӑлхаран та пулин, мӗн кирлӗ ӑна? — ыйтрӗ Лена Воропаев пирки. Ҫаксем сире пурте пӗр тӗллевсӗр, ҫыхӑнусӑр-мӗнсӗр, йӗркесӗр купаланса выртнӑн туйӑнаҫҫӗ. — Лайӑх план, — тесе ырларӗ майор. Яков Лукич, вӑкӑр витисен ҫӗр урайӗсене тап-таса тасатса кӑларса, унта хӑйӑр сапса тухма хушрӗ. Уй, халех ҫурӑлса каять! Халӗ ӗнтӗ ӑна староста хӗнесе халран ярать. Сасси унӑн ҫемҫе, чун ӑшнех кӗрсе каять. — Парӑн, пӑлхавҫӑ! Ачасем кашни сехетре тенӗ пекех шыва кӗчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем лагере каҫ пуласпа тин таврӑнчӗҫ. Алексей чӑнах та маттур пулнӑ. Маша хӗрелсе кайрӗ те, учитель енне ҫаврӑнса, атте эсӗ тӑп тӑп ҫын пуласса, хӑвна ху лайӑх тыткаласса шанать, тесе, ӑна французла каласа пачӗ. Тытӑҫу чӑнах та чарӑнассӑн туйӑнчӗ. — Ҫапла ҫав. — Акӑ ку Морис Джеральд, мустангер. Хорь вара — ҫынсене, обществӑна ҫывӑхарах тӑрать; Сӑрт айлӑмӗнче пысӑк воронка. Нумаях пулмасть ӳксе ҫурӑлнӑ бомба алтнӑ ӗнтӗ ӑна. Район исполкомӗн председателӗ, Орлов хулинче ҫуралса ӳснӗ чеерех Андрей Платоныч Сухов, малтанхи вӑхӑтра ирсерен Корытов патне телефонпа шӑнкӑртаттарма тата хӑйӗнни пек мар йӗрӗнмелле йӑпӑлти сасӑпа:— Ырӑ ир пултӑр сире, Геннадий Александрович. «Йӗкӗтсем ашкӑнаҫҫӗ! ушкӑнӗ-ушкӑнӗпех урамсем тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳреҫҫӗ. Унӑн вӑйсӑр аллисем аялалла усӑннӑ, вӑл каялла сулӑнса кайнӑ. Турӑ амӑшӗ эпӗ каланине ӗненсен, вӑл мана ӑс патӑр: эпӗ пурне те урӑхла майлӑ, мӗнле те пулин лайӑхрах туса хумалла пултӑр. Хӑйне тулта хакале хыҫӗнче кам та пулин итлесе тӑрасран хӑранӑ пек, Фелим шӑппӑн калаҫнӑ. Арӑмӗсене хӗнеҫҫӗ-тӗк, кун пеккисене вара пушшех те шель мар! — Батюшка Петр Андреич, — терӗ вӑл чӗтрекен сассипе. Талькагуано вӑл ҫанталӑк вӑйӗсемпе пулса тӑнӑ ытарма ҫук гавань, унӑн урлӑшӗ тӑхӑр миль, тӑрӑшшӗ — вуниккӗ. Кӗрсе тухсан пӑсмастчӗ… Тата вӗсем хыҫҫӑн кам хӑвалама пултарнӑ-ши? Григорийпе турӑ ҫинчен калаҫма лайӑхрах, ӑна вӑл юратать, ҫитменнине тата ҫав тӗлӗшрен хытӑ тӑрать. Чӑнах та вӑл ҫывӑрмастчӗ. — Тухмасӑр. Ҫакнашкал япала пирӗн ҫӗршыври король ҫуртӗнче, фаворитсемпе министрсем хушшинче пулма пултарассипе ҫуккине хуҫа мана хама тавҫӑрса илме хушрӗ. Ҫак кӗр ҫуллахи савӑнӑҫлӑ тӗссемпе илемленсе ларакан тӑван ҫӗршывалла вӑхӑтрах ҫитсе кӗчӗ пулин те, Андрейшӑн пулсан вӑл ытла сасартӑк тата харсӑррӑн ҫитсе кӗнӗ пек туйӑнать. Дымок тӑпах чарӑнчӗ, иккӗленсе, ним тума аптӑрарӗ. Пӑхатӑн та ун ҫине, вӑл ҫӗрле, ҫил-тӑманран, 30 градус сивӗре постоялӑй двортан тухса кайнӑ пекех, кунтан тухса каять. Пурте ӑна лайӑхран та лайӑх тесе ырларӗҫ, ҫулҫӳревҫӗсем каласа кӑтартнипе пампассенчи чи лайӑх апатсем те ҫакӑнпа танлашма пултараймаҫҫӗ. Атаманчуков та хутор хӗрринче пурӑнать-и? Ҫапла шухӑшласа, Гек хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухрӗ те ҫапкаланчӑксем хыҫҫӑн кайрӗ, ҫара уран, кушак пек, илтӗнмелле мар пусса, вӗсенчен юлмасӑр, вӗсене куҫран ҫухатмалла мар утса пычӗ. — Эпир ӑна питӗ тав тӑватпӑр. Святой Патрик! Ергушов ахӑлтатса кулса ячӗ те Назаркӑна тӗртрӗ. Ҫапӑҫу пуҫланиччен пӗтӗм пемелли системӑна тӑшмантан пытарса хумалла. Пире вӗренпе кантра ытларах килӗшет, сцена ҫинче те хамӑр час-часах тӗрлӗ стиле пӑтраштарма юрамасть тетпӗр-ҫке. Ҫапах та, Ильяпа калаҫнӑ чухне вӑл унӑн юлташӗ ҫинчен аса илме те хӑранӑ, хӑй паттӑрлӑх вырӑнне шутлама тӑрӑшнӑ ҫав айӑплӑ ӗҫ ҫинчен ӑнсӑртран персе ярасран хытӑ шикленнӗ. Ку хут татки йӑлтах ӑнлантарса пачӗ. Василиса Егоровна тата? Иван Игнатьевич! Эпир ҫак ҫунакан япаласене ҫунтарсан, вӗсенчен ӳсентӑрансем пиншер-миллоншар ҫул пухнӑ Хӗвел ӑшши тухать. — Ку тата? Унӑн кӑмӑрчаклӑрах пысӑк сӑмси тата путса кӗнӗ сарӑхнӑ пичӗ Фомана хӑйӗн хреснашшӗне аса илтернӗ. Унтан Бекки пӗр тапхӑр шухӑша кайрӗ те:— Анне мӗн калӗ вара? — тесе ыйтрӗ. Пурте пикенсех ун калавне итлеме хатӗрленчӗҫ. Ҫапла, анчах Уэлдон миссиспа ун ывӑлӗ мӗнле-ха? Нихӑшӗ те хускалман. — Ҫапла калаттарасшӑн-и эсир? — терӗ вӑл малалла, ман еннелле хӑвӑрт ҫаврӑнса… Эпир, совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче пурӑнса, хамӑрпа унашкал калаҫнисене илтсе ларма хӑнӑхман, ӑнланатӑр-и ҫавна? Мӗнле вӑйлӑ талант Чартковӑн!» — тесе кӑшкӑрнисем те илтӗннӗ пек туйӑнчӗҫ. Пӗр-икӗ сехет шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн, ӑсра малашнехи начаррипе аваннине — ах, начарри ытларах ҫав! — тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗп шухӑш тытса лӑпланнӑ Дик Сэнд ура ҫине тӑчӗ. Манӑн Лиза музыкӑшӑн вилсех каять. Эпӗ сак ҫинче хуллен кӑна хутланса выртнӑччӗ те ҫывӑрсах кайнӑччӗ, ҫапах та санӑн сӑмахна пӳлме хӑяймарӑм, эсӗ, авӑ, пӳлетӗн… «Ҫук, марсиансем». Бульба тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Ҫак самантра мӗн пурӗ те — машина сывлани тата руль сӑнчӑрӗсем чакӑртатни анчах илтӗннӗ… Площаде хулари хӑюллӑрах ҫынсем тухса тӑчӗҫ. Мӗн калӑр эсир? Соня нимӗн те пулман пек хавассӑн кулса ячӗ. — Эсӗ ялпона каҫхи хурала кӗрсен мӗнле пек? Анчах чи пысӑк хӑрушӑлӑхӗ вӗсенче пулман. Ман юлташ унран пӑрӑнса кайнӑ. Этеме вӑл таврари пурӑнӑҫпа кӗрешни ӳстерсе пынине эпӗ питӗ ир, ҫамрӑклах ӑнланса илтӗм. Ун чухне вӑл хӑй Джеральда ним хӗрхенмесӗр вӗлерме пултарас пек туйӑннӑ ӑна, анчах ку кас-кас минутлӑха ҫеҫ килсе каякан тапхӑрсем пулнӑ. Хастарлӑ тинӗс ишевҫисен асапӗсем тинех иртнӗ… «Ун патне каймалла-и?» — хамран хам ыйтрӑм эпӗ. — Ҫав лекарьпе эпир пӗрре тытӑҫатпӑрах, кӑна эпӗ сисетӗп. — Апла мар, апла мар! — мӑкӑртатса илнӗ Фома. Анчах вунулттӑмӗш числара тапраннӑ ҫил-тӑвӑл пире пӗр-пӗринчен уйӑрчӗ. Утасса салтаксем пек ярса пусса утаҫҫӗ, малта «генералӗ» пур, «теҫетникӗсем» аяккинчен пыраҫҫӗ… Эпӗ ӑна хирӗҫ ним калама пултараймарӑм. Вӑр-вар ҫӑвӑнкаласа, вӑл часрах пахчана васканӑ. — Эпӗ куна сана курсанах ӑнлантӑм, — ахальтен мӗн тума килес-ха санӑн кунта? Юрать-ха, ку вӑхӑтра тинӗс лӑпкӑ тӑрать тата вӗсен карапне питех те шанчӑклӑ капитан тытса пырать. Пӗррехинче Рубцов унран лӑпкӑн ҫеҫ ыйтрӗ: — Мӗн ҫак эсӗ, Яков, пӗрмай турра хирӗҫ кӑна кӑшкӑратӑн? — Ҫӳлте, хӑй пӳлӗмӗнче пулас. Мӗнле ашак проводсене татать унта? Хута кӗр вара ун пек-кун пек чухне… — Вӑрманта виҫ чӑххине ҫаклатрӑм, — терӗ старик, хӑйӗн сарлака ҫурӑмне чӳрече еннелле ҫавӑрса, унта пуҫӗсене пиҫиххи хушшине хӗстерсе хунӑ виҫӗ фазан черкеска ҫине юн тумлатса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Тасал!» — темеллеччӗ ӗнтӗ. Нимех те пулмарӗ, анчах Джойсӑн ыйтӑвӗ пире хӑлхасемпе куҫсене ҫивчӗ тытма хушрӗ. Стрелоксем мушкетсене хатӗр тытса тӑраҫҫӗ, капитан пура варринче, тутисене чӑмӑртаса тата ҫамкине пусса тӑрать. Тур хӑтартӑр, тем пулас пулсан! Эпир — ахаль ҫынсем, пӗр турра ҫеҫ шанатпӑр: эпир турӑсӑр, курӑк сывлӑмсӑр пекех. Ҫерҫисене тӑрантарасси чи юратнӑ ӗҫ пулса тӑчӗ. Малашнехи вунвиҫӗ кун хушшинче — февралӗн 24-мӗшпе мартӑн 9-мӗшӗччен ҫанталӑк улшӑнмарӗ. Вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа илчӗ те питӗ хытӑ ыталарӗ, унтан икӗ аллӑма та харӑс тытса чӑмӑртарӗ, хӑйӗн куҫӗнчен шӑпӑр-шӑпӑр куҫҫуль юхать; алӑсене тахҫанччен чӑмӑртаса тӑчӗ. — Эсӗ пачах аннӳ сӑнлӑ мар иккен, — тет, — эпӗ апла шухӑшламан… Авланиччен тӳрленет. — Ҫук, — тетӗп, — тӗлӗнместӗп. Ҫапла вара — кунран кунах ҫакӑн пек. Стени пӗр фут хулӑнӑш, ун ҫумне темиҫе хутлӑ пӗр-пӗринчен уйӑрнӑ сентресем ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ. Пахчана сӑрт тӑрӑх виҫӗ енчен, кедрсемпе те кипариссемпе ылмашӑнса, гранат йывӑҫӗсем, оливӑсемпе вӑрман улмуҫҫийӗсем хупӑрласа тӑнӑ, тӑваттӑмӗш енӗпе вара ӑна ҫулран ҫӳллӗ чул стена пӳлсе картланӑ. Ҫук, вӑл ӗлӗкхи енне туртӑнма пуҫланине ӗненес килмест манӑн. Пӳлӗме Петр кӗрет, вӑл салху, ывӑннӑ. Унӑн куҫӗсем Базаров куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ, вӑл кӑштах хӗрелсе кайрӗ. Килӗштерес тӗлӗшпе хӑйне хӑй пирвайхи утӑм тутарасси уншӑн йывӑр пулчӗ, анчах вӑл хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне ҫӗнтерче те каялла кӗчӗ. Анчах — кичем. Ку ҫырусене туркӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче Кистенёвкӑран армие ҫырнӑ пулнӑ иккен. Ҫиччӗ! танлаттарса илчӗ башня ҫинчи сехет. — РКП парламент мар! Чикӗре калаҫма юрамасть, анчах таврара никам та ҫук, тата малта ҫынсем километрта кӑна пулсан, вӗсем иккӗш е ним чӗнмесӗр пынине е халӑхсем хушшинчи законсене пӑснине кам пӗлсе. Ҫапах та вӑл хӑйне ҫавӑнтах тытса чарчӗ те, чӗтрекен сассине лӑплантарма тӑрӑшса:— Йӑнӑш ку, — терӗ. — Кусене эпӗ ҫакӑнта… ҫул май… — именсерех сассине кӑларчӗ Ерофей Кузьмич. — Аха, — терӗ американец, — ку карап поварӗ португал пуль-ха? Эсир ун ҫинчен мана каласа панӑччӗ, ҫавӑ-и? — Думбартона часрах ҫитесчӗ. Элен унтан Малькольм-Кэстле тавӑрӑнӗ, эпӗ Лондона каятӑп, ҫак документа адмиралтействӑри лордсене памалла пулать. Икӗ старик-конюх пушанса юлнӑ картишӗнче ӗҫсӗр аптӑраса ҫӳреҫҫӗ… — «Тӑмпай» тенисӗр пуҫне вӑл урӑх нимӗн те каламарӗ пуль? Люба, кӑмӑлӗ ҫӗкленнипе хӗрелсе кайнӑскер, пуҫне ырлавлӑн сӗлтсе, хӗтӗртсе ларнӑ. — Ҫав кирлӗ ӑна! Нумай аякка, вокзал патне ҫитиех — унтан корпус командарӗ килессе кӗтеҫҫӗ — тӑсӑлнӑччӗ сулкалакансен вӑчӑри, ҫавскерӗн ӗнтӗ, начальство ҫитнине систерсе, паллӑсем памаллаччӗ. Вӑл ҫийӗнчех: тухатмӑш карчӑк ҫинчен каласа кӑтарт, тесе ыйтнӑ пулӗччӗ», — шухӑшларӗ ашшӗ. Хӑй шухӑшӗпе вӑл вӑкӑрне пусатӑп тесе шухӑшлать, анчах, тӗрӗссипе каласан, тӗнчери революцие ҫурӑмран ҫӗҫӗпе яшлаттарать! Олеся темиҫе хутчен те тухма хӑтланнӑ ҫак чӗрӗ, хӑрушӑ ункӑ витӗр, анчах ӑна каллех те каллех тӗке-тӗке ывӑтӑнтарнӑ варринелле. Лӑпах тӗрӗс кӑтартса параканни, юлашкинчен, пӗрре пулчӗ пирӗн! Серёжӑн хӗҫпе ҫапнӑ пуҫӗ халь те тӳрленсе ҫитмен. Вӑл Павел кровачӗ ҫине пырса ларчӗ те, часах туссем хушшинче савӑнӑҫлӑ калаҫу пуҫланса кайрӗ. Унӑн чунӗ вут пек хыпса илнӗ чухне те, пусӑрӑнса лӑпланнӑ вӑхӑтра та тӑр-пӗччен пулнӑ; вӑл читлӗхри кайӑк евӗр пӑлтӑртатнӑ, анчах читлӗхӗ пулман: никам та чӑрмантарман ӑна, никам та тытса чарман, апла пулсан та, вӑл ирӗкелле туртӑнса асапланнӑ. — Халӗ эсир мӗнпур Техасӗпе чи ӑста лассонер ӗнтӗ? — тесе хучӗ унпа калаҫаканӗ, лешӗ каласа пӗтермен шухӑша туйса илсе. Пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утакан Назанский шкап патӗнче чарӑнчӗ те ӑна уҫрӗ. Хӑйӗн аякри тӑванӗ вилнӗ хыҫҫӑн, унӑн темиҫе пин тенкӗ укҫа пулнӑ, вӑл вӗсене, службӑна кӗрес умӗн, хысна сӳсменне йӑлтах кӳлӗниччен, — унсӑрӑн вӑл ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарайман, — ҫав укҫапа ют ҫӗршывра пурӑнса ирттерме шутланӑ. — Ну, юрӗ, Джим, — терӗм эпӗ. Джим сулли ҫинчи хунар ҫути курӑнакан пуличчен питӗ нумай каймалла пулчӗ, вӑл курӑнса кайсан та, пирӗн сулӑ манран пин миля чухлех инҫе пек туйӑнчӗ. Кайӑк-кӗшӗкӳсене, хӑвӑн чӑххусене каялла тавӑрса пачӗҫ, ҫара мӑйлӑ автану… тата леш голландски текен хур аҫийӗ, — хӑв уншӑн хаклӑ куҫҫульне тӑксах йӗреттӗнччӗ-ха, — ҫавӑ та каллех санӑн картишӗнче-ҫке-ха… Фома ун ҫине темӗнле иккӗллӗ туйӑмпа пӑхса тӑнӑ: вӑл Ежова шелленӗ, ҫав вӑхӑтрах, леш епле асапланнине курма ӑна кӑмӑллӑ та пулнӑ. — Ку ответ мар, факт! Пурте тӗрӗс, анчах ашшӗ ывӑлӗнчен юлни тӗрӗс мар. Педагогла тивӗҫлӗх Ку ӗҫ вырсарникун пулса иртрӗ. — Джентльменсем, сиртен хӑшӗ манпа чӗрре кӗресшӗн? — тесе мӗкӗрсе ячӗ Сильвер. Вӑл, пичке ҫинче лараканскер, халӗ малалла ӳпӗнчӗ. Унӑн сылтӑм аллинчи чӗлӗмӗнчен тӗтӗм тухать. — Эпир унта ҫитетпӗр тесе шутлатӑн-и? Епле хӑрас мар-ха манӑн? Малашне те ҫавӑн пекех тӑсӑлса пырсан, пӗр-пӗр ырӑ кӑна хӗвеллӗ кун хамӑр сигарӑма пӑрахас вырӑнне эпӗ чӳречерен хам та сике парӑп!.. Унӑн ту тӳписене витсе тӑракан нихӑҫан ирӗлмен шурӑ юр пек ытарма ҫук кӑкӑрӗсемпе хулпуҫҫийӗсем ҫӗре ҫапӑннӑран юнланса, тусанланса, ҫӗмрӗлсе пӗтнӗ пулӗччӗҫ. Тӗрӗсех-и? — ыйтрӗ Джемма. Роберт ӑна мӑйран пырса уртӑнчӗ, вӑл ҫав териех чӗрӗ хӑтланнипе Географилле обществӑн хисеплӗ секретарӗ чут ҫеҫ ӳпне выртатчӗ. Акӑ ӑҫта тӗл пулма тиврӗ ӑна хӑйӗн ҫамрӑк чухне юратнӑ ҫынна. Арӑмӗ ун патне пырса пӗшкӗнчӗ те пӑшӑлтатма тапратрӗ: — Ну, тавах турра… Эс ав, нимӗҫсем ҫине ҫилен! Юрлаҫҫӗ кӑна, шӑрантараҫҫӗ кӑна… Унтан вара Лозневой ҫине пӑхмасӑрах, ҫулҫа хулпуҫҫи урлӑ вӑшт ҫеҫ тутарчӗ те, ахальтен ҫеҫ:— Телейлӗ ҫул пултӑр эппин! — терӗ. — Вӗсене мӗн, вӗсем тухрӗҫ те кайрӗҫ. Ҫура хирӗҫ «Новосёл» колхоз ӑна пахчаҫӑсен лайӑх бригадине йӗркелеме пулӑшма чӗнчӗ. Ӑна тата ҫакӑ та килӗшмен: Яков фабрикӑри ачасене хӑй йӗкӗлтесе ҫиллентерет те вара хӑех:— Мана кӳрентереҫҫӗ, — тесе ӳпкелешет. — Сар чирпе-и? «Кам ячӗ ку?» — тесе астуса илесшӗн Павел, анчах вӑйӗ ҫуккипе тӗттӗме кӗрсе каять. Мӗнех, тайлӑк ҫулпа чуптарассӑр килет-тӗк — сирӗн ирӗк. Вӑл чи тӑррине хӑпарнӑ, унта этеме тӑмаллӑх та вырӑн ҫук. Король майри мана пысӑк куҫкӗски патне илсе пырсан, эпир иксӗмӗр те пӗтӗм пӗвпе курӑнсан, эпӗ хамран хам кулмасӑр чӑтса тӑраймастӑмччӗ. Кунта пирӗн иксӗмӗр хушӑри уйрӑмлӑх пек кулӑшли нимӗн те тупма ҫук. Мана час-часах улӑпӗ вӗсем мар, эпӗ хам темиҫе хут пӗчӗкленнӗ пек туйӑнатчӗ. Мана никамран ытла король майрин карликӗ тарӑхтарса кӳрентеретчӗ. Паллашма питӗ хавас; пирӗн пата час-часах килсе ҫӳрӗр, — терӗ вӑл хӑйне пуҫтайса сывлӑх сунакан Володьӑна: штабс-капитан Краут. Эс мана ют та питӗ аякра тӑракан ҫын тесе шутлатӑн, ҫавӑнпа сан манран хӑвна юлташла паракан пӗчӗк пулӑшӑва та йышӑнас килмест пек туйӑнатчӗ… Макар кантӑр хушшинче сывламасӑр тенӗ пек выртать. Техасри законсем ҫав тӗлӗнмелле майпа пуҫтарса хунӑ ҫынсене «инкек-синкек пулнисен» графине кӗртсе хураҫҫӗ, айӑплӑ ҫынсем вара нимле наказани те курмаҫҫӗ. — Пурте авланнӑ-и? Ну, мӗнле арӑм эпӗ саншӑн чӑннипе те? Эсӗ улпут, эсӗ ӑслӑ, вӗреннӗ ҫын, а эпӗ? Эпӗ-ши, вӑл-ши?.. («Мур пуҫне, кама илес-ха ман секунданта?» шухӑшларӗ вӑл ответленӗ май хӑй ӑшӗнче). Хирте мар пуль? — ыйтрӗ Марко майлашӑнса ларнӑ май, хӑй куҫ сиктермесӗр черешньӑн пӗр пӗренине пӑхрӗ. — Мӗн ара эсӗ? Мӗншӗн-ха манӑн сана кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал йывӑр хуйхӑ кӳмелле? Эпӗ, вут ҫутинчен тӑварах хӑпарса, ишме чарӑнтӑм, шыв юххи мана анаталла илсе антарчӗ. Ҫакӑ мана тӗрӗс мар пек туйӑнчӗ. Хуҫа тутисене ейсе кулать, анчах Давыдов ыйхӑ тӗлӗшпе вӑл мӗн каланине тӳрех ӑнланаймарӗ; пуҫне лучӑрканӑ минтер ҫинчен ҫӗклесе, вӑл, ним пулман пек:— Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ. — Паганель аялта кӗтет-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Кунта сан валли вырӑн мар. Каяс пулать. Антив, кӑшкӑрччӑр, антив пӳлччӗр мана, антив! — Вулама та, ҫырма та пӗлетӗп. Губернатор патне… Ун пек чухне пуҫа чиксе пӑрӑнса утасси ҫеҫ юлать. — Ун йӗрӗсем тӑрӑх кайсан, яла ҫитсе тухма пулӗ, тен тата лашама та тытӑп. Талькав чӗртсе янӑ вутлӑ чаршав вӗсене пушшех уртарса ячӗ. Казаксем, ямшӑксем, смотрительсем — пурте уншӑн ахаль чунсем пек туйӑннӑ, вӗсемпе кам мӗнле хисепре тӑнине тавҫӑрса тӑмасӑрах, кулса юптарма та, калаҫма та юранӑ. — Ӑна пӳлӗме илсе кӗртсе урайне тӑратас пулсан, унӑн пуҫӗ таянмалли пуканран та ҫӳлтерех пулӗччӗ. Тахҫан палланӑ ҫын. «Фокке-Вульфа» ҫапса антарнӑ хыҫҫӑн самолёта вертикальнӑй пиккерен кӑларсан (ун пек пикке тума опытлӑ лётчик та пурнӑҫра пӗрре кӑна килӗшме пултарать), Мересьев, йывӑррӑн сывласа, лӑпкӑлӑхпа киленчӗ, хӑрушлӑх иртсе кайнӑшӑн, ҫӗнтерӳшӗн савӑнса пычӗ. Вӑл ылтӑн пучахсем витӗр тискер кайӑк чӗппи пек пӑхкаласа ларакан Феничка пуҫне курнӑ та, ачашшӑн ҫапла каланӑ: — Сывӑ-и Феничка? Эпир театр площадьне таврӑнтӑмӑр. Эпир шуррисем мар. — Двореца та веҫех ишнӗ. Анчах мӗнле дворец ҫинчен калаҫатӑр эсир, эпӗ ӑна пӗлместӗп. «Ҫук, хам кам иккенне калас мар, — терӗ Чуб, хӑй ӑшӗнче: — пӗлме ҫук, хӗнесе те тӑкӗ вӑл, эсрелле пуҫӗ!» — вара ҫавӑнтах сассине улӑштарса сӑмах хушрӗ: «Эпӗ-ха ку, ырӑ ҫыннӑм! раштав ячӗпе юрласа парас тесе, сирӗн чӳречӗр умне килсе пӑхас терӗм-ха». Мана вырӑн ҫине йӑтса кайса вырттарчӗҫ. Телее мана нимех те пулмарӗ, тумтир ҫеҫ вараланса юрӑхсӑра тухрӗ те, ӑна кӑларса пӑрахрӗҫ. Эпӗ хамӑн пичче каллех ҫилӗллӗ профессор пек калаҫнине куртӑм, ҫавӑнпа урӑх нимӗн те каламарӑм. Унчченех эпӗ бала ҫӳремелли платье тӑхӑннӑ пӗр-пӗр майрана курсан, темле аванмарланаттӑм, шикленеттӗм, халь вара манӑн сехре хӑпсах тухать; мана вӑл уҫҫӑнах саккуна хирӗҫле, ҫынсемшӗн хӑрушӑ, хатарлӑ япала пек туйӑнать, манӑн полицейские кӑшкӑрас, хӑрушлӑхран хӑтӑлма хӳтӗлекене чӗнес, ҫав хӑрушӑ япалана куҫ умӗнчен тасаттарас килет. Ӑҫта килсе лекрӗмӗр? Хӗвел ҫук, хӗвелӗн палли те ҫук. Княжнана манӑн калаҫу кӑмӑла кайма тытӑнать, — эпӗ ӑна хамӑн пурнӑҫра пулса иртнисем ҫинчен калакаласа патӑм та, вӑл мана тӗлӗнмелле ҫын вырӑнне шутлама пуҫларӗ. Кунти наступлениллӗ операцисем хӑратса тӑракан окруженисемпе тата обходсемпе кӑткӑсланнӑ, кӗрешӳ Дунайшӑн пынӑ; хӑюллӑ переправӑсем тата юханшывсен тепӗр енне паттӑррӑн чакнисем осадӑна куҫакан оборонительнӑй ҫапӑҫусен лӑпланнӑ саманчӗсемпе пӗрле пулса пынӑ, — ҫаксем пурте хӑвӑртланса пыракан темпсемпе, ӳссе пыракан масштабсемпе, ҫынсен нихҫанхинчен те вӑйлӑрах ҫирӗплӗхӗпе пӗрле пулса пынӑ. Офицерсем пӑрӑнса тасатнӑ сарлака ҫул витӗр вӑл полк патнелле сиккипеленех тӑпӑртаттарчӗ. Айлӑмра нӳрлӗ; ӑна витсе тӑракан хулӑн мӑк сийӗ шыв сӑхса карӑнса кайнӑ. — Халех виҫсе пӑхатпӑр, — ман ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса каларӗ хӗрача. Апла пулсан, эпӗ сана суйса калатӑп — ҫавӑн ҫинчен ан ман! Грозный тухатмӑшла ҫын пулнӑ. Ҫакнашкал ир-ирех ҫеҫен хирти шӑнӑр курӑкӗнчен те, сарӑ тухатмӑш курӑкӗн шаннӑ тураттисенчен те, сӑртра курӑнса кайнӑ ҫул хӗрринчех кашласа ларакан ырашран та кӑнтӑрлахи шӑршӑ ҫапаймасть-ха. — Пулмарӗ ҫав. — Эсӗ ӑна пире ӑнлантарса пар-ха, — терӗ Давыдов, хӑйӗн ҫакӑн чухлӗ пысӑк опытлӑ завхозӗ нумай пӗлнипе вӑрттӑн мухтанса. Кондрат ку сӑмаха нумай илтнӗ, анчах ӑнлантарса пама пултараймарӗ. Ах, ҫуллахи шӑрӑх ҫав кунсем мӗн таран тӑнсӑррӑн ҫухалнӑ! Володя маншан мӗн иккенне эсир пӗлетӗр. Эпӗ ӑна юратмастӑп, анчах эпӗ уншӑн хам чунӑн пӗр пайне вӗлернӗ. Турӑ ҫеҫ хӗрхенинччӗ!.. Вӑл пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ, куҫӗсене кӑшт хупрӗ те, хӑй ҫинче сӑнчӑр ҫуккине туйса, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе канса киленчӗ. Унта ӗҫсе-ҫисе савӑнатӑн, кунта вара мӗн? Вӗсем верендӑри тенкел ҫине ларчӗҫ. Хӑйӗн сывӑ чунӗ ҫакӑн пек ыйтнине сисмесӗрех парӑнса, вӑл хӑй халиччен курнӑ мӗнпур ҫутӑ та таса ӗҫе пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерсе, унран хӑйӗн пӗтӗм туйӑмне йӑмӑхтармалла ҫутӑпа ҫунакан ҫулӑм турӗ… Фермер ҫакна сисрӗ, ку часах вилсе кайӗ тесе, манран тата ытларах усӑ курма тытӑнчӗ. Эпӗ хам та инженер, анчах мӗн усси? Вӑл тӳрех каламарӗ, кӑшт тӑхтасан тин чӗнчӗ:— Тен, каламасан аванрах та, — терӗ вӑл. Халӗ, господасем, ӗҫе тытӑнар. — А эсӗ мӗн тетӗн? — Матви таврашсене астӑвӑр-ха, — тенӗ кӳрши. Тӑватӑ сӑннине те тӗплӗ сыхласа усрарӑм та кайран ытти тӗлӗнмелле япаласемпе пӗрле Европӑра тӗрлӗ вырӑнсенче кӑтартса ҫӳрерӗм, Англие таврӑнсан виҫ сӑннине Грешэм-колледжне парнене патӑм, тӑваттӑмӗшне хама валли хӑвартӑм. Тӗксӗм тӳремлӗхри пӗвесем ҫӗр ҫийӗн выртакан тӑхлан листисем пек курӑнаҫҫӗ. Тепӗр сӑмах кӑна хушнӑ пул, эпӗ сана йытта каснӑ пек касса тӑкатӑп! — Часовой? Вӑл хӑйӗн чӗлхи ҫыхланса ларнине сисрӗ, сасси хӑйӗн янравлӑхне ҫухатрӗ: вӑл, хӑй бурсӑра вӗреннӗ тата вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳресе ҫапӑҫуллӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ тӳрккес ҫын, кун пек сӑмахсем ҫине ответлеме пултарас ҫуккине туйрӗ, вара хӑй козак пулнишӗн тарӑхса кайрӗ. Вара шутларӑм эпӗ: чинсемпе эполетсене хӑвӑра илӗр эсир — кайччӑр вӗсем мур ҫине! — Ку ҫавах та инкекех мар-ха. Вӗсем тӗттӗмре, хӑйсем ҫакса янӑ ракетӑсенчен ҫӳлерех ҫаврӑнса ҫӳренӗ. Пӗтес пулать-ҫке вӗсемпе апла! — тарӑхса кайрӗ Кӗҫӗн Аким. «Халӗ эпӗ ӑна ҫӑлатӑп», — таҫтан-тулашран пӑшӑлтатрӗ сасартӑк Ромашова хӑлхинчен темӗнле ют, ӑнланса пӗтерме ҫукла сасӑ, Ромашов вара куҫӗсене васкамасӑр ватӑ, самӑр, пысӑк питлӗ хӑлхари хӗреслӗ те ҫурма уйӑхлӑ кӗмӗл алка ҫине куҫарчӗ. Эпӗ вӗҫме пуҫлатӑп! Пӗлӗтре ҫакӑн пек вутлӑ ҫӗленсем курӑнни халӑх сехрине хӑпартнӑ, ун ҫинчен летопиҫсене те кӗрте-кӗрте хӑварнӑ. Чӑн та, вӑл суйлав чухне хӑшпӗр техникӑллӑ чӑрмавсем кӳме пултарать. Анчах та ун вырӑнне вӑл политикӑллӑ выигрыш парать, мӗншӗн тесен вӑл Национальноҫсен Совечӗн авторитетне ӳстермелле. Залӑн лери кӗтессинче, савӑт-сапа шкапӗн уҫӑ алӑкӗ хыҫне пытанса, шурӑ ҫӳҫлӗ курпун карчӑк чӗркуҫҫи ҫинче тӑрать. Эпӗ лӑпкӑрах шухӑшласа пӑхас тесе лартӑм та, ҫапла лӑпкӑ шухӑшласси вырӑнне каллех унчченхиех пуҫланчӗ: шухӑшласси вырӑнне — картинӑсем, ӑсри ӳкерчӗксем. Вӗсем сӑнав трубкисем патне шуса ҫитрӗҫ те — иккӗшӗ те харӑсах кӑшкӑрса ячӗҫ. Ҫӗр ҫинчен Проксима ҫине кайнӑ экспедици ҫапах та унта ҫитнӗ тейӗпӗр. Темле ҫапкаланчӑк артистсемшӗн вӗсем пӗтӗм комитета ӗҫлеме чарни тӗлӗнтерет ӑна. Малтанхи хут иртнӗ чух Суллать сылтӑм аллипе, Иккӗмӗш хут иртнӗ чух Суллать мамӑк шлепкипе. Ҫӗрсе кайман-ши вӑл — ӑна пӗлместӗп… Кунтан курӑнмасть. Эпир ҫӑткӑн мар. «Пӗр турӑ ҫеҫ тав туса пӗтерӗ сана; эпӗ, вӑйсӑр хӗрарӑм…» Егорушка пӑхас килмен ҫӗртенех умри тӗксӗм кӗрен инҫетлӗхелле пӑхма тытӑнчӗ, ҫавна май хальхинче ӑна ҫунаттисемпе хӑлаҫланакан арман кӑштах ҫывхарма тытӑннӑ пек туйӑнчӗ. Ассигнацисене сутӑн илекенсемпе спекулянтсем — акӑ ӑҫта хӑрушлӑх. Хаҫатне вара ман ятпа почтӑран ярса панӑ. Вӑхӑт кӑштах иртсен, Печорин сунартан таврӑнчӗ; Пӳлӗмре икӗ ҫурта ҫунать, икон умӗнче лампада тӗлкӗшет; лампада айӗнче кӗлтунӑ чухне католик тӗнӗн йӑлипе чӗркуҫленсе ларма тунӑ нумай сентреллӗ ҫӳллӗ сӗтел тӑрать. Тӗлӗнмелле старик вӑл, пысӑк чунлӑ ҫын… О, мӗнпур легендӑран эпӗ чи-чи ытларах — пӗтӗм чӗремпе, пӗтӗм йӗрӗнме пултараслӑхӑмпа — Юлиан Милостивӑй ҫинчен ҫӳрекен легендӑна кураймастӑп. Юхан-суранлӑскер калать: «Эпӗ сиксе чӗтӗретӗп, вырӑн ҫине манпа юнашаррӑн выртсам. — Сан хушаматна тупрӑм, ӗҫчен! Эхер пирӗн кунтан тухса кайма тивсен, эпӗ, паллах, винтовка тытатӑп та уттаратӑп, а вӑл аннене хӗрхенет. Ун чухне мӗнпур кӑнтӑр, Новороссийӑн мӗнпур территорийӗ Хура тинӗс таранах никам тӗкӗнмен симӗс пушӑ хир пулнӑ. Ҫак юлашкинчен пулса иртнӗ ӗҫсем хыҫҫӑн, правительство Дубровскин чӑрсӑрлӑхӗ ҫине ытахальрен пӑхма пӑрахрӗ. Гусев кайрӗ. — Акӑ! — Эпӗ: хӑҫан? тесе ҫеҫ ыйтатӑп, — терӗ вӑл. Мӗншӗн-ха ирхине кукӑльсем тӗлне килмерӗр эсир? Пытӑм та, ӑна пӗтӗмпех пӗлтертӗм: «Макарушка! Анчах ҫӗр пысӑкӑшӗ ҫинчен, хам кӗнекесем тӑрӑх пӗлекен хуласем ҫинчен, ҫынсем урӑхларах пурӑнакан ют ҫӗршывсем ҫинчен ытларах шухӑшлаттӑм. Смоковницӑн типӗ тураттин шӑтӑкне йывӑҫ патак чиксе хыттӑн ҫавӑрттарса вӗсем ҫулӑм тупрӗҫ. Ҫак меслетпе вырӑнти халӑх е тата упӑтесем те, хӑш-пӗр гориллӑсем, усӑ кураҫҫӗ тенине илтнӗ. Халь ак вӑлах ман пата килнӗ те: «Вӑл пирӗн пуҫхӗрлех персе ӳкӗ», тесе кӑшкӑрашать. — Ҫунтарса ярӑр. Ҫав самантрах Миша понтри кимми айнелле чӑмать. — Куншӑн вӗт пилӗк кӗрепенке стерлинг тӳлемелле, — кӳренсе каланӑ Ривэрӑна Робертс. Ҫав минутӑра курӑнса кайнӑ негр Плутон сунарҫӑ аллинчен лашана илчӗ те, Зеб Стумп вара азотея ҫине чупсах хӑпарчӗ. — Ӑнланатӑп. Вӑл пачах та килмесен, нимӗҫ суйрӗ пулсан, мӗн тӑвӗҫ-ши вара вӗсем? Эсир маншӑн пысӑк пулӑшу туни ҫинчен асӑнма манран, тархасшӑн, ҫак пӗчӗк парнене илӗр. Ҫавӑн пек манӑн анкета. — Эсир пултараймӑр-ши вара?.. — Саша калаҫма пуҫларӗ те чарӑнчӗ. Анчах Ленинград сас памасть. — Ҫав тара Карл Иваныч хӑй панӑ тет вӗт Вольдемар, — васкасах каласа хучӗ Мими. Вӑл кулса ячӗ, унтан чӳрече витӗр тӗпне суту-илӳ лавкисем лартса тухнӑ, тӗттӗмленсе кайнӑ ҫырманалла пӑхса илчӗ те, уссийӗсене тӳрлетсе малалла каларӗ: — Вӗсем, паллах, хӗпӗртерӗҫ, кичем-ҫке тӗрмере. Ҫав пӗчӗк истори ҫиеле тухмасан, пурте чиперех пулӗ. Кӑткӑсене киленсех сӑнассинчен мана хам умра илӗртӳллӗн явӑнса вӗҫекен сарӑ ҫунатлӑ лӗпӗш пӑрса ячӗ. Куккупа Христофор атте халь номерте, — малалла калаҫрӗ Дениска, — чей ӗҫеҫҫӗ. Ытти ҫулҫӳревҫӗсем кун каҫиччен лара-тӑра пӗлмерӗҫ. Пиастрсем! Фомасен ҫурчӗ тӗлӗнче экипажсем урам тулли тӑнӑ, уҫӑ чӳречесенчен тулалла хыттӑн калаҫнисем тухнӑ. Ак ҫакӑнта ларма пултаратӑр, — тесе чул ҫине кӑтартрӗ вӑл. Килне кӗрсе тӑмасӑр, Давыдов тӳрех колхоз правленине кайрӗ. Шӑллӗ ҫакӑн пек туни Петр чунне йывӑррӑн пусса тӑчӗ, — Никита монастыре кайнӑшӑн хулара Артамоновсене ырламан, ун пирки усал сӑмахсем сарнӑ. Тупа тӑватӑп! Вӑл Мигуна куҫӗсемпе хаяррӑн пӑхса виҫсе илчӗ. — Енчен те эсӗ, ватӑ шуйттан, каллех ман пахчана кӗретӗн пулсан, эпӗ сана урунтан шалчапа ҫапатӑп! — Мӗнех вара? Вӑл «чирлӗ ҫын питӗ хӑвӑрт сывалса пырать», тесе вӗҫленнӗччӗ. Ҫапла эрне хыҫҫӑн эрне, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх иртсе пычӗ, сисмесӗрех икӗ ҫул та иртрӗ; ҫав икӗ ҫула вӗсем тӗлӗнмелле, ҫав тери сахал калаҫса пурӑнса ирттерчӗҫ, амӑшӗн пуҫӗнче ҫак ҫулсенче пӑтравлӑ шухӑшсем пулчӗҫ, вӑл шикленерех пурӑнчӗ, унӑн шикӗ пӗрмай ӳссе пычӗ. Чӑнах та, юлашкинчен Психея сӑнарӗнче шурӑх хӗрӗн сӑн-сӑпачӗ уҫҫӑнрах курӑнма пуҫларӗ. «Пӗлместӗп, тусӑм, анчах шӑршӑ кӗрет», тенӗ коллежски асессорӗ, хӑйӗнчен кулнӑшӑн вара Иван Яковлевич, табак шӑршласа илсе, ун питҫӑмартийӗсене, сӑмси айне, хӑлхи хыҫӗсене, пӗр сӑмахпа каласан, хӑй сӗрес тенӗ вырӑна пур вырӑна та супӑнь кӑпӑкӗ сӗрнӗ. Тепӗр каҫ эпӗ питӗ канӑҫсӑр ҫывӑрнӑ. Телӗкре эпӗ вулкан ӑшӗнче, ҫӗр айӗнче пек, чул катӑкӗ пек ҫӳлелле сывлӑш ҫивӗ сирпӗнсе тухрӑм пек. Хама итлекен хуҫана эпӗ хам сӑмахсемшӗн хӑй малтанах ҫиленес ҫук пирки шантарса калани ҫинчен асӑрхаттартӑм. Пӗлтӗр вӑл Дели-Ахмеда вӗлернӗ тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ. Тӗрӗксем ӑна ай-яй йӗрлерӗҫ те халь те пулин вӗҫне-хӗррине тухаймарӗҫ, тытаймарӗҫ ӑна. Путсӗр эрех пички, — вӑл пурӑллӑ прерирен кая мар шӗвӗк ҫӑтса яма пултарать вӗт!.. Тинӗс ҫийӗ тӗкӗр пек пулса кайрӗ, унта кашни карап, кашни юпа мӗлки уҫҫӑн ӳкет, мӗнпур япала илемлӗн курӑнать. Ӑҫта ташласа ҫитӗпӗр-ха эпир ку колхозсемпе? Тулта ҫутӑлма пуҫланӑччӗ. Таркӑнсенчен пӗри Викентий тияккӑн пулчӗ кайрӗ, Огнянов ӑна ҫийӗнчех палласа илчӗ; халь вӑл сухалне хырнӑ, пӑлхавҫӑсен тумӗпе. Ҫук, эпӗ халь ним ҫинчен те шухӑшламастӑп тесе шутларӑм, — апла пулсан, мимӗре ҫапах мӗнле те пулин кустӑрма ҫаврӑнкаланах. Вӑл хӑйне уссисенчен туртасшӑнччӗ, анчах та алли вӑйсӑрланчӗ, куҫӗсем ҫавӑрӑнса кайрӗҫ, тӑнран тухрӗ. Андрей пичӗ тӑрӑх тар юхса анчӗ. Хупах хуҫи сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ӗнер ҫак алӑк ҫине пӗр хутне ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ, паян ирхине — теприне. — Тутти — тутах мар та, анчах яланах савӑнӑҫлӑ, — ҫак сӑмахсемпе Найденов, Нагульнова тӗлӗнтерсе ярса, пӗр самантрах сӑран пиншакне хывса пӑрахрӗ те сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ. Унтан сасартӑк мана:— Вуласам тата, шуйттан шӑмми! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вӑл ман ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ те пуҫне тайрӗ. Вӑл чееленсе-туса тӑмасӑрах, айванла тӳррӗн, Давыдов ҫумне сӗртӗнет, Давыдова — ӑна туйӑннӑ тӑрӑх — интереслентерекен ӗҫсем ҫинчен калаҫма тӑрӑшать. Пӗррехинче ҫапла, хӑйсем тӗлӗнчен матрос иртсе пынине курсан, Вавжон ҫӗлӗкне хыврӗ те ӑна ури таранах пуҫ тайрӗ. — Калӑр-ха, ырӑ ҫын пулӑр-ха, мӗн, эпир ҫыран хӗррине час ҫитетпӗр-и-ха? — ыйтрӗ вӑл. Тӗлӗнмелле! Матрос, пӗрӗхтерсе кулса ямарӗ, чарӑнчӗ те ыйтӑва ним чӗнмесӗр итлерӗ. Риккардо доктор та часах Ливорно хулине кайнӑ; унта пырсан вӑл Пӑванпа курнӑҫасшӑн пулнӑ, анчах ӑна ниҫта та тупайман. Устенька — чиперкке хӗрача, пӗчӗкскер, кӳпшекскер, хӗрлӗ питлӗ, хавас чакӑр куҫлӑ, хӗрлӗ тутисем пӑрмаях йӑлтӑртатса кулса тӑраҫҫӗ; вӑл вӗҫӗмсӗр кулма тата халап ҫапма юратакан хӗр иккен. Ӑҫта вӑл халь? Вӑрансанах вӑл старик рама ӑшне кӗрсе ларнине те, ун шалпар тумтирӗн аркисем вӗлтлетсе илнине те курчӗ, алли вӑранас умӗн пӗр минут малтан кӑна йывӑр япалана чӑмӑртаса тытнине те уҫҫӑнах туйрӗ. Акӑ мӗн! Эпир пӗр тутар ялӗнче чухне ҫуркунне ҫитсе печӗ. Шывсем сарӑлса кайрӗҫ, ҫулӗсем ҫӳремелле мар пулса тӑчӗҫ. Ӗҫсӗр ларнӑ чух вӑрӑ-хурахсемпе тата тискер халӑхсемпе вӑрҫмалла кичем те шӑкӑр-макӑр вӑрҫӑ часах пӗтесси ҫинчен шухӑшласа хамӑра йӑпататпӑр. Икӗ хут банкротланнӑ… Вӑл сӑмавара ҫӗклерӗ те, ӑна йӑтса пынӑ май, ҫаплах калаҫрӗ: — Манӑн тӑван атте кунне ҫирӗм стаканран кая мар чей ӗҫнӗ, ҫавӑнпа ҫак ҫӗр ҫинче пӗр чирлемесӗр-тумасӑр, лӑпкӑн кӑна ҫитмӗл виҫӗ ҫул пурӑннӑ. «Шевальесӗр пуҫне тата Мореле те парӑмлӑ юлнӑ-ҫке», — аса илет вӑл; вара ҫавӑн чухлӗ парӑм тунӑ каҫ пӗтӗмпех ун умне тухса тӑрать. — Акӑ приказ. Тыткӑна лекнисенчен пӗри, ҫул тӑршшӗпех аран ҫеҫ хыҫалта сӗтӗрӗнсе пынӑскер, чарӑнса тӑрсан ура ҫинче тӑраймиех пулнӑ-мӗн. (Вӑл староста ҫине тӗллесе кӑтартрӗ.) Анчах унӑн кӗлтӑвасси килмен те. Елена аллине кӗсйине чикрӗ, ҫак хусканӑва асӑрханӑ карчӑкӑн пӗркеленчӗк те сарӑха пуҫланӑ пичӗ, анчах тахҫан илемлӗ пулнӑскер, хускалса илчӗ. Вырӑнтах алтса пытарни те тӗрӗс мар пек туйӑнчӗ. Мӗн каласси пур! Вӑтӑр тупӑран вуннӑшӗ ҫапӑҫӑва юрӑхсӑр пулса юлчӗҫ. Вӑл четрекен аллипе унӑн пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫӗсене шӑлкаласа пӑлхануллӑн, анчах ачашшӑн пӑшӑлтатрӗ: — Хуллен, ан кӑшкӑр, кунта — пурте хаяр ҫынсем… Эпӗ пӗлетӗп, капитан. Вӑл вара ӳсӗр ҫын евӗрлӗ пулса кайрӗ, кунӗпех урӑм-сурӑм ҫӳрерӗ, каҫхине тахҫанччен турӑ вӗрентӗвне вуларӗ, анчах унӑн сӑмахӗсене тӗнчери чи паллӑ ӑсчах та ӑнланман пулӗччӗ. — Мӗн пирӗнни пултӑр унта? — Ҫук, вӑл документ ҫинчен эпӗ нимӗн те пӗлместӗп. Павел, ҫиленмен пек пулса, кулса илчӗ. Клубра Окунев Корчагина ӗҫпе ҫӳремелли алӑк витӗр тӳрех кулиса хыҫне илсе кайрӗ. — Чӑнах та, эсир пит тӗрӗс каларӑр. Эппин, таҫта хӗвеланӑҫ енче инҫех те мар тинӗс тӑвӑлӗ ахӑрать пулас, часах вӑл карапа та хуса ҫитӗ. — Ыйткаларӑм. Кунта пӗр-пӗр ҫын пурӑннине е пурӑнма шутланине никам та астумасть. — Унта, — терӗ Ганс, сулӑ ҫине кӑтартса. Хӗрарӑм самантлӑха кӑна урам еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, операцие туса пӗтерме ӗнтӗ, аманнӑ ҫын ҫинелле пӗшкӗнчӗ. Пит тӑрӑх тар юхтарса ӗҫлеме хушнӑ, — терӗ Лодыжкин. Ну, кала! Чӗнне касса татнӑ, пӗчӗкҫӗ тӗркине уҫса пӑхнӑ, ун ӑшӗнче карточка пулнӑ. Фома хыттӑн ахӑлтатма пуҫланӑ, икӗ аллипе икӗ аякӗнчен тытса, пуҫне ҫӳллӗн ҫӗклесе, енчен енне сулӑнса тӑнӑ. Кӗсри ӗлӗкхи пекех ун хыҫҫӑн пынӑ. — О, Джон капитан, манӑн аппа сире питӗ юратать, эпӗ те ҫавах! — тесе ячӗ Роберт. Унтан, Мимирен ыйтса, эпӗ е Володя кӳме ҫине каятпӑр, Люба е Катя урапа ҫине лараҫҫӗ. — Мачча ҫине, — тесе хучӗ Цанко. Ара, хуҫалӑхра ӗҫсем епле килсе тухнине пӗлетӗр-ҫке-ха, юлташсем? Часах кунта килетӗп, тет. «Вӑл рак пек хӗрлӗ, — шухӑшларӑм эпӗ, — Зинаида вара мӗншӗн шурӑ сӑнлӑ-ха? Хӗрпе юнашар ларни мана ытла та иментерчӗ, ман унпа мӗн ҫинчен калаҫмаллине те пӗлмерӗм. Карчӑка кала, — терӗ вӑл, — вилме вӑхӑт ҫитнӗ сана, те: ытлашши пурӑнать, намӑса та пӗлес пулать кӑштах, те. — Мӗн кирлӗ ӑна? Тӳпери тӗттӗмлӗх ҫӑварне уҫрӗ те шурӑ вутпа сывларӗ; ҫавӑнтах аслати тепӗр хут шатӑртатрӗ; вӑл шӑпланчӗ кӑна, чӑтма ҫук хыттӑн ялтӑртаттарса ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫавна май Егорушка чӑпта ҫурӑкӗ витӗр пӗтӗм аслӑ ҫула мӗн вӗҫне ҫити, пӗтӗм лавҫӑсене, Кирюхӑн жилетне те курса юлма ӗлкӗрчӗ. Топселлӗ шхуна ҫинчи фок-мачтӑн тӑватӑ тӳрӗ парӑс: фок-мачта ҫинче, ҫӳлерех, стеньга ҫинче — марсель, унтан брам-стеньга ҫинче — брамсельпе бом-брамсель. Малалла уйрӑм кӑшкӑрашусем пӗрлешсех кайрӗҫ, анчах Щукарь мучи хӑйӗн хӗрарӑмӑнни пек ҫинҫе те уҫӑ сассипе ҫав мӗнпур кӑшкӑрашусене самантрах лӑплантарчӗ: — Мӗн тата ним чӗнмесӗр тӑратӑн?! Хулана таврӑниччен ку сӑмах мӗне пӗлтернине те чухлаймастӑм. Тӑна кӗрсен вӑл, асӑрханса, уринчи ҫемҫе портянкӑна сӳтрӗ. — Вӑл та кайнӑ. Эсӗ, сухал, ҫын ҫылӑхне ман ҫине ан йӑвантар! — Мӗн тени пулать? — Эпӗ ӑҫтиҫук, унта Катя сарнӑ вырӑнччӗ-ҫке, — тере Валя, — ури вӗҫӗнче унӑн платйи ҫакӑнса тӑратчӗ! Вӗсем часах сайра вӑрмана ҫитсе кӗчӗҫ, — ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ку вӑрман та чылай сиен курнӑ иккен: йывӑҫ вуллисене нумайӑшне пульӑсем шӑйӑрса пӗтернӗ, осколоксем пырса лексе, тӑррисемпе турачӗсене хуҫса тӑкнӑ, йывӑҫ темисене машинӑсемпе ҫынсем таптаса, лутӑркаса пӗтернӗ. — Эсӗ капла халех хӑратӑн пулсан, малалла епле пулӗ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Дмитрий Любовь Сергеевна патӗнчен шӑлӗсем ҫине темле эмел тумлатса таврӑнчӗ, ку эмеле ӑна Любовь Сергеевна панӑ, шӑл сурни ӑна халь пушшех хытӑрах асаплантарать, ҫакна пула вӑл тата ытларах салхуланса кайнӑ. Аркадие Катяпа аван пулнӑ, Одинцовӑна Базаровпа. Вӑл ыйхӑсӑр асапланса ҫитнипе кӑшт лӑпкӑ ҫывӑрчӗ. Эпӗ ассӑн сывласа илтӗм. Ҫак йӑнӑш ҫулпа астумасӑр малтанхи утӑма ярса пуссан эпӗ шыв юхӑмӗ пуррипе ҫуккине те асӑрхайман. Халь ӗнтӗ ҫавраҫил, ҫӗр ҫинчен тусан, типӗ курӑк, тӗк пуҫтарса, чӑнах та тӳпене ҫитиех пӗтӗрӗнсе хӑпарать пулӗ; ахӑртнех, шуйттан ураписем, ҫӗр ҫийӗн ҫаврӑнса куҫакан ҫав типӗ курӑксем, хура пӗлӗт патӗнчех вӗҫеҫҫӗ-тӗр; епле хӑрушӑ пуль вӗсене унта! Ҫавӑн пек иккӗленмелле, салхуллӑ вӑхӑтра, йывӑр шухӑшсем пуснӑ самантсенче, вӑл ним чӗнмесӗр пӗр кун, икӗ кун пурӑнчӗ, виҫҫӗмӗшӗнче вара Саша килчӗ те Николая:— Пӗтӗмпех хатӗр! Вӗсене пулӑшу парӑр, атту вӗсем пӗтеҫҫӗ». Преступлени йывӑрлӑхӗ икӗ хут ӳссе каять: вӑл Пойндекстерӗн ывӑлне вӗлернӗ кӑна мар, тата хӗрне те намӑс кӑтартнӑ-мӗн. Вӗҫрен вӗҫе пыракан ту тӑррисем мӗн Амбарицӑна ҫити тӑсӑлаҫҫӗ, унтан та леререх Балкан тӑвӗсен речӗ пуҫланать… Тума пултартӑмӑр. Пӑван, вилнӗ пекех, пӗртте хускалман сивӗ куҫӗпе пӑхрӗ. Типӗ тутине вӑйсӑррӑн ҫуласа илсе пӑшӑлтатрӗ: — Пысӑк туннельпе кайӑр. Вӗҫем иккӗшӗ те дворянсен, Говэнсен йӑхӗнчен. Вӗсен йӑхӗ икке пайланса кайнӑ. Пӗрин пуҫлӑхӗ де-Лантенак ватӑ маркиз шутланать, теприн, кӗҫӗннин — Говэн виконт. — Нимӗҫ тимӗрӗ тӳсеймест вӗт, э? У-бый!», пӗрремӗш сыпӑкӗ — ҫинҫен те кӑран тӑстарӑнса, иккӗмӗшӗ — хулӑннӑн та тытӑнчӑклӑн (Полесье сунарҫисем ҫапла кӑшкӑрни «вӗлер» тени пулать-мӗн, кун ҫинчен эпӗ чылай вӑхӑт иртнӗ хыҫҫӑн тин пӗлтӗм). Кӗркуннепе хӗлле нимӗнле паллӑ ӗҫсем те пулман. Полентовский сӗтел патӗнчен коммунист пулса кайрӗ. Залра халиччен пулман япала пулса иртнине кашниех пӗлет. Виллине ҫурӑм ҫине ҫавӑрса хурсан, серапэре шӑтӑк пулни ман куҫа курӑнса кайрӗ. Аса илетӗп-ха, эпир шӑлах дрезинӑна ҫӗклесе чугун ҫул рельсисем ҫине вырнаҫтарса лартма пултарӑпӑр-ши, тесе калаҫнӑ чух ҫурам ҫине выртнӑ Ромашов йынӑшма тытӑнчӗ, ытла хытӑ ыратать, терӗ вал. Мӗн-ха ун ҫине ҫиленетӗн? Нимскер те ҫунтармарӗ. Выльӑх-чӗрлӗх е лав тӑратма ни путлӗ ҫатан карти, ни сарайӗ пулман. Ҫутӑлса ҫитсен кунта куҫса килнисенчен хӑшпӗрисем пушар вырӑнне курма та кайсаччӗҫ, анчах чӑтма ҫук пӗҫернипе вӗсем вӑрман ҫывӑхне те пыраймарӗҫ. — Юрӗ. Ҫутҫанталӑкра ху вырӑнна йышӑн, унӑн пайӗ пул, тӑванӑм. Укҫи икӗ гвинея пулнӑ мӗн. Темиҫе самант хушши вӑл алӑран алла ҫӳрерӗ. «Хамӑр ӗҫпе инҫех мар кайса килмелле-ха», — текелесе, чӑннине каласран пӑрӑнса хуравларӗ вӑл Батальщикова. Эпир апат-ҫимӗҫ хутаҫҫине салтрӑмӑр та ҫирӗмӗр; унтан чулсене, лава ванчӑкӗсене майлакаласа вырнаҫтарса вырӑн туса выртрӑмӑр. — Сӳсмен мирлӗ сана… — Ах, чим! — терӗ ҫул ҫине каяканни, хӗрелсе тата вӑрӑмми еннелле ҫаврӑнса, — Шевалье счетне эсӗ майлаштарӑн, вара ман патӑма ҫырса яр. Ачасен ҫурчӗ пӗтӗмпех «коммунӑсем» ҫине пайланса тӑрать: пӗчченшерӗн ӗҫме-ҫиме тупма кансӗр-ҫке-ха. Куҫҫульне шӑлнӑ май вӑл именсе каларӗ: — Хӗрарӑм макӑрма юратать, — хуйхӑпа та макӑрать, савӑнӑҫпа та!.. Маркитантка, хӗрарӑм ҫумне ларса, унӑн аслӑ ачине алла илчӗ. Лешӗ турткаланмарӗ. Тӗрмере ларакансенчен пӗри, лимон хуппи пек сарӑхса кайнӑ питлӗскер, тем пек хавасланса Павел патне чупса пычӗ. «Халь ӗнтӗ вӑрман пулмалла», — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч, эрехпе чей ӗҫсе хӗрсе кайнӑскер; вӑл лашине тӑратса пӑхмасӑрах тилхепине турткаланӑ. Итлеме вӗреннӗ лаша, хуҫи кирлӗ мар ҫӗрелле туртнине пӗлнӗ пулин те, ҫапах ӑна итлесе вӑл туртнӑ еннелле кайнӑ тата хӑш чух йӑкӑлтӑк-йӑкӑлтӑк чупса пынӑ, е хуллен юртӑпа чупкаланӑ. Авдотья Никитишна (е Евдоксия) Кукшина пурӑнакан пысӑках мар, Мускаври майлӑ улпут ҫурчӗ … хулин халь ҫунса кайнӑ урамсенчен пӗринче пулнӑ; пирӗн губерни хулисем кашни пилӗк ҫултанах ҫуна-ҫуна кайни паллӑ ӗнтӗ. Пепе ҫичӗ ҫулта! Сывӑ пулӑр. Ҫулҫӳревҫӗсем архипелага 1506 ҫулхине Тристан д'Акунья ятлӑ португалец уҫни ҫинчен пӗлчӗҫ, ӑна вара тепӗр ӗмӗр хушши никам та килсе курманни те паллӑ пулчӗ. Мана пистолетсем кирлӗччӗ. Халӗ пульӑсӑр мӗне юрӑхлӑ ӗнтӗ вӗсем? Ҫынна мӗн тери сахалтарах кирлӗ — ҫав тери вӑл телейлӗрех, ӗмӗтсем мӗн тери пысӑкрах — ҫав тери ирӗклӗх сахалтарах. — Паллах, Румыние. — Эп-и? — ним тавҫӑраймасӑр ыйтрӗ Соколов. — Ҫапла, хам мӗнпе тӑранса пурӑннине ҫырса пыратӑп. — Лайӑхах курман эппин! — лӑпкӑн каларӗ Умрихин, ассӑн сывласа илсе. Ҫапла вара, Туфольд бухтинчен тухсан, эпир Австралин хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранне чӳхесе тӑракан пролив урлӑ каҫса каятпӑр та, Ҫӗнӗ Зеланди патне пырса тӑратпӑр. Хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсене пӗр май пыракан сӑртсен темӗн тӑрӑшшӗ йӗрки материкӑн шал енне кӗме чарса тӑнӑ темелле. Мак-Набс ҫӗр ҫине выртса тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Унӑн пӳлӗмӗсемпе сачӗ пысӑках та, пуянах та пулман, анчах вӗсем пурте типтерлӗ, таса тӑнӑран тата лайӑх вальс е полька ҫуратакан ансат савӑнӑҫа палӑртнӑран, хӑнасем мухтас шутпа усӑ куракан тетте сӑмах Анна Дмитриевна сачӗпе пӳлӗмӗсене ҫав тери килӗшет. Ҫав ырӑ канаш мана мӗн пачӗ-ши, пӗлместӗп, анчах эпӗ тав тусах ӑна асра тытса юлтӑм. Кашни турӑшах вӑл уйрӑмшаррӑн пуҫ ҫапрӗ, чӗркуҫҫи ҫинчен тӑмасӑрах, хыҫалалла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ, унтан тӑрса каллех пуҫҫапрӗ. Сасартӑк, ҫак шӑплӑха пӑсса, Вавжон литани вулама тытӑнчӗ; ун ҫумне Марыся та хутшӑнчӗ. — Лайӑхах сыпнӑ пулас эсӗ, тӑванӑм! — терӗ вӑл Челкаша, йӗмӗнчен туртса илсе. Эсир вара сасартӑк хулара чух илтнӗ пӑшал сассисем мӗне пӗлтернине, унччен ӑнланнӑ пек мар, пачах урӑхла ӑнланса илетӗр. Ҫавӑнпа та вӗсем, вырӑссем кӑнтӑрла ҫирӗппӗн тӑнине, паттӑрӑн ҫапӑҫнине аса илсе, вырӑссен вӑйӗ пӗтмен-ха, вӗсем чылай вӑйлӑ-ха тесе хӑрушӑ каҫ иртессине пӗр сас-чӳсӗр хӑра-хӑра кӗтсе лараҫҫӗ. Амӑшӗ хӑйӗн хыҫӗнче тенкелсем ҫинче ларакан ҫынсем хускалма тытӑннине сисрӗ, вӗсем тем ҫинчен пӑшӑлтатрӗҫ, ҫав фарфортан тунӑ пек курӑнакан ҫыннӑн тӗссӗр сӑмахӗсен танатинчен хӑтӑласшӑн пулнӑ пек хускалкаларӗҫ. Анчах ҫак пуллӑн хӑйне уйрӑм пӗр паллӑ пур, ку паллӑ ҫӗр айӗнчи шывсенче пурӑнакан пулӑсен анчах тӗл пулать, теҫҫӗ. «Юрать, пулать. Чиркӗве светить тутарнӑ тата ашшӗпе хӑйсен ачисен вилтӑприсем ҫинче панихида тунӑ хыҫҫӑн, Артамоновсем масар ҫинчен халӑх саланасса кӗтсе тӑчӗҫ те, Ульяна Баймакова вилтӑпри картинчи хурӑнсем айӗнче ларса юлнине асӑрхаман пек пулса, васкамасӑр килелле кайрӗҫ; вӗсен васкама кирлӗ пулман, мӗншӗн тесен пуп таврашӗсемпе палланӑ ҫынсене тата служащисемпе рабочисене хӑналамалли апат виҫӗ сехетре тин пуҫланмалла пулнӑ. Аялалла анӑр. Эй, Иван Никифорович! Ку пӑрахутсем Сан-Францискӑна килсех тӑчӗҫ, анчах вӗсем ҫинчен Уэлдон миссис та, Джек та, Бенедикт пиччӗш те анмарӗҫ. — Мӗнле эсӗ? — Казакӗ мӗнлескерччӗ вара? Ман ун пирки шухӑшламалли ҫук. Ӑна рабочисен ушкӑнӗ — пӗр ҫӗр ҫынна яхӑн ӑсатрӗ, полицейскисене усал сӑмахсемпе вӑрҫса, тӑрӑхласа хӑваласа пычӗҫ… Аркадий хӑлхи хыҫне хыҫса илчӗ. — Апла чӗнетӗр-и эсир халь ӑна? Анчах хӑй шухӑшланине пурнӑҫлама ӑна кашнинчех хӑюсӑрлӑхпа шиклӗ именӳ туйӑмӗ чарса тӑчӗ. Ку кинжал — вунулттӑмӗш ӗмӗрти хӗҫ-пӑшал, ҫакӑн йышши кинжала рыцарсем пиҫиххи ҫинче ҫакса ҫӳренӗ, вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ чухне тӑшмана юлашкинчен ҫавӑнпа чиксе пӑрахнӑ: ку кинжал — Исландирен, — санӑн та мар, манӑн та мар, сунарҫӑн та мар, ҫӗр ӑшӗнче аялта пурӑнакан этемсен те мар, — терӗ. — Хӗненӗ ҫӗре полици те хутшӑннӑ. Пӗтӗмӗшпе илсен, хамӑра мӗн килӗшесси енчен эпир унпа иксӗмӗр пӗр пек марччӗ, — эпӗ «Томас Ионес ҫинчен ҫырнӑ повӗҫе» «Тупнӑ ачан Том Джонсӑн историне» авал куҫарнине пит хавхаланса вулаттӑм, Смурый мӑкӑртататчӗ: — Ухмах! Ну, хуҫа пул, эпӗ тухса каятӑп. Вӑл ҫутӑлсан вӑранчӗ. Чуна ҫӳҫентерсе вӗрекен кӗрхи ҫил ӑҫталла вӗҫтерсе кайӗ-ши ӑна? Вӗсем алӑк умӗнчи площадка ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Эпӗ тата курӑксем пуҫтаркалӑп, — терӗ кукамай. Такки валеҫме памарӗ вӗт. — Эпир ӑна хӗҫпе тупатпӑр, тусӑмсем! — аллине ҫӗклесе каларӗ Фратю. Вӑл хӑй унта ҫуралса ӳснӗ пулмалла. — Разметновӑн ҫамки ҫинчи суран ҫӗвекӗ хӗп-хӗрлех хӗрелсе кайрӗ. Хут ҫине ем-ешӗл чернилпа ҫырнӑ чӑн-чӑн ҫыру сӑмахӗсем палӑрса тухсан, вӑл пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те, кулса ячӗ. Федор Мазин та савӑнчӗ. Сире унта буржуйсен керменӗсене вырнаҫтарӑпӑр та ӑшӑтса пурӑнӑрах вара хӗвел ҫинче хӑвӑрӑн вата шӑмӑр-шакӑрсене. А эпир Америкӑна кайӑпӑр, буржуйсене пӗтерме. — Ҫывӑрмастӑп! — таҫтан кӑшкӑрчӗ доктор. Кӗҫӗн Артамонов ун патне пычӗ. Ҫав вӑхӑтрах Григорий Иванович Муромски те, лайӑх ҫанталӑка ытараймасӑр, хӑйӗн татӑк хӳреллӗ кӗсрине йӗнерлеттерсе хӑйӗн акӑлчансем евӗрлӗ йӗркеленӗ именине пӑхса ҫавӑрӑнма тухнӑ. Ку вӑхӑтра вигвамран хуҫине пырса чӗререн саламланӑ салтаксем тухнӑ. Ҫак хушӑра суту-илӳ пуҫланчӗ. — Анна Сергеевна сире хӑй патне тепӗр ҫур сехетрен кӗме ыйтать, — пӗлтерчӗ ҫурт пӑхакан. — Асту, эсӗ сутмастӑп терӗн! Манмарӑн-и, эсӗ сӑмах патӑн, Гек? Вӑл, хӗрне кӑлӑхах ҫилленнине хӑй те туйнӑ пулин те, ӑна час-часах ҫапкаласа илнӗ. Ҫынсем мӗн каласса пӑхмасӑр унпа туслӑ пуласси Дмитрие шӑпах ҫавӑнпа кӑмӑллӑ, ахӑр. Ҫак ӗҫе вӑл акӑ мӗнле тунӑ. Бенӑн — чаплӑ урасем. Сайра моряк ҫеҫ Бенран хытӑрах чупма пултарать. Унӑн шухӑшӗпе маориецсен экспедицине тӳрех Англи ҫарӗсен аллине парса ӑна ытлашши йывӑрлӑхсенчен ҫеҫ хӑтараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсене тыткӑна илнине асап курни тесе мар, ӗҫ ӑнса пыни вырӑнче кӑна шутламалла. — Ҫавӑнпа та Марийкӑна сан патна ҫырупа ятӑм та, мӗн кирлине пӗтӗмпех илсе килтӗр, терӗм. Атлантида ҫӗр-шывӗ ҫапла каллех сарӑлса та ҫирӗпленсе пырать. Ытах татаймасан, ку ыйтӑва пирӗн империн аслӑ тӳрине татса пама тӑратмалла. — Выльӑхсене эмеллетчӗ те — выльӑх пекех вилчӗ! — тесе ӑсатрӗ ветеринар виллине унӑн хваттер хуҫи, ҫӗвӗҫӗ Медников, ырханкка, турӑ амӑшӗн пур акафисчӗсене те пӑхмасӑрах калама пӗлекен, сӑваплӑн пек курӑнакан ҫын. Вӑл чылай вӑхӑт хушши вӗсем хыҫҫӑн пынӑ, анчах вӗсемпе калаҫмалли меслет тупӑнман. Малалла кайиччен канма пӗчӗк ушкӑнӑн ҫӗр каҫмалӑх хӳтлӗх тупасси ҫеҫ юлчӗ. Кам шутланӑ пуль? Кӑвакарчӑнӑм… шел сана!.. Анчах куншӑн Петербургра хӗлле пурӑнмасан та юрать. Анчах епле раскулачить тӑвӑн-ха, чӗрӗллех тирне сӳсе илӗн-и-ха эсӗ унӑнне? Тӑват-пилӗк утӑмран вӗсем ҫӑлкуҫӗ патне пырса тухрӗҫ, Том вара хӑйӗн пӗтӗм ҫанҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайнине туйса илчӗ. — Атакӑра усӑ курма-и? Ҫулла вара, «Нептун» кӑшкӑрта-кӑшкӑрта, хӑватлӑн кутӑн чакса пристане килсе чарӑннӑ кун пуҫланса кайрӗ. Талькав портрет ҫине пӑлханнӑ кӑмӑлӗпе пӑхса:— Ырӑ та хитре, — терӗ. — Мӗнле вӑл уҫҫӑн янрать, епле мухтавлӑн илтӗнет! Ҫитменнине вӑл халь ниме те пӗлтермест! Ҫав шӑплӑхра кунта темӗнле пит пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ тесе хӑех йышӑнни илтӗнсе тӑнӑн туйӑнать. Лавка тытакан арӑм хыттӑн ӗнентерсех каларӗ: — Апла пулсан, Калинин тухса ҫӳрет тесе суйрӗҫ эппин. Сасӑсен пӑттинче Аэлита хӑлхисем тӑса-тӑса кӑшкӑракан тӗлӗнмеллерех сасса темиҫе хутчен те илтрӗҫ: «…юлташсем, пӑшӑлтисене ан тӑнлӑр… — Ҫапла, господин профессор, начар-им вара? — Пултараймастӑп. Ытла путсӗр, сиенлӗ качака, пурнӑҫ памасть вӑл мана! Хӑш чухне вӑл пирӗн пата крепоҫа такасем илсе пыратчӗ те йӳнӗ хакпах сутса хӑваратчӗ, нихӑҫан та хаклашса тӑмасччӗ вара: хӑй мӗн чухлӗ ыйтать, ҫавӑн чухлӗ пар, пулсан та урӑх чакмастчӗ. Нимӗнрен те ан хӑрӑр. Турӑ мӗн вӗренме пилленӗ, ҫавна ҫеҫ вӗренес пулать… Вӑл хӑй те чиркӳре суту-илӳ тӑвакансене пӑявпа хӗненӗ», тетчӗ. Старик ҫаврӑнса пӑхрӗ. Акӑ ӗнтӗ малта, сылтӑм ҫыранра, вут ҫути мӗлтлетрӗ. Пӑвана иккӗмӗш хут хӑтарас тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене пурне те хатӗрлесе ҫитернӗ, мӗншӗн тесен ирӗке кӑлармалли план хальхинче нумай ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Паганель нумай ӗҫет, анчах сӑмахсене тата та ытларах тӳсет. Ӑҫта пынӑ унта ятлаҫни, кӑшкӑрашни илтӗннӗ. — Н-да… Демьян Бедный сӑмахӗсем халӗ те аван-ха вӗсем, анчах килӗш: вӑтӑрмӗш ҫулта паянхи кунсене, ну, хуть коллективизацие, эппин, тӗкӗнекен, ҫӗнӗрех япала пулсан лайӑхрах… Суять ку юрӑ, — тесе хучӗ. Анчах Катьӑна улталасси ҫӑмӑлах мар! Анчах ҫук, апла мар. Эсӗ ачаш чун, ҫемҫешке, ӑҫта курайми пулма санӑн!.. Эсӗ хӑратӑн, ху ҫине сахал шанатӑн… — Хӗпӗртемесӗр — хӗпӗртеҫҫех, хӗпӗртеҫҫех ӗнтӗ. Тарас Алексеевич унтан укҫине те илнӗ пулӗччӗ, хӑйне те кӑларса ярас ҫукчӗ. Хӑй хуторӗнче ҫав тери тӗттӗм те тӑнсӑр казак-улпут пурӑнать, унӑн икӗ ҫитӗннӗ ухмах ывӑлӗсем пӗр ӗҫ ҫеҫ пӗлеҫҫӗ: вӗсенчен пӗри килти автансене ҫӳлелле ывӑтать, тепри ҫав автансене пӑшалпа перет. Харсӑр ҫулҫӳревҫӗсем Голландирен 1615-мӗш ҫулта, Магеллан хыҫҫӑн ҫӗр ҫул иртсен, тухнӑ. Мӗн усси вара?.. — Унпа канашларӑн-и эсӗ? Куҫ умӗнче ҫав-ҫавах сарӑ-хӗрлӗ тӳремлӗх — кактуссем, хӑмӑр кӑвак мӗлкесем, тӑпрари ҫурӑксем. — Ну, юрӗ, — терӗ Зеб. — Апла пулсан, эпӗ хам унпа аппаланӑп. Николай та именчӗклӗн кулчӗ. Урамра, нӳрӗ ҫӗр ҫийӗн хӑвӑрт ҫатлаттарса пырса, хӗрача пӗрмай калаҫрӗ: — Кӑмӑл пур-и, эпӗ, Дарьинӑна чупса кайса, хӗрарӑмсене калам, чӗнтӗрӗсене кунта илсе килччӗр? Ҫав хускану вӑхӑтӗнче унӑн тӑпӑл-тӑпӑл хулпуҫҫийӗ ман тута ҫумне кӑшт ҫеҫ лекеймерӗ. Эпӗ ӗнтӗ хурт ҫине мар, ун ҫине пӑхрӑм-пӑхрӑм та Катенька хулпуҫҫине мӗнпур вӑйпа чуптуса илтӗм. — Кутить тума… Утрав ҫинчи хӗрарӑмсем пӗрре те арҫынсем пек мар. — Тупрӑн-и? — илтӗнчӗ Мигунӑн уҫӑ сасси. — Сӑмах майӗн килсе тухрӗ, Анна Сергеевна: кусем пӗтӗмпех, хӑвӑрах пӗлетӗр, ман ӗҫ мар. Тусанланнӑ шӑлаварӗн хутламне ватӑлла вӗҫкӗнлӗхпе силлесе илсе, Островнов ҫурчӗн крыльци ҫине вӑл, ҫамрӑк пек, ҫӑмӑллӑн улӑхрӗ, ҫенӗхе ҫирӗппӗн утса кӗчӗ, унта ӑна ҫӗнӗ ҫын килнипе пӑшӑрханса ӳкнӗ Яков Лукич кӗтсе илчӗ. Ахальтен мар ӗнтӗ пӗр йӗкӗчӗ курпун, ашшӗ-амӑшӗн ҫылӑхӗсем сахал пулнӑран мар ӗнтӗ вӑл ҫавӑн пек чӑлах ҫуралнӑ. Ватӑрах хӗрарӑм ҫамрӑк чухне «Demetrio e Polidio» ятлӑ чаплӑ оперӑна итлени ҫинчен, анчах «Dimitri» «Demetrio» ятран темиҫе хут лайӑхрах пулни ҫинчен астутарчӗ. Анчах, сисетӗп эпӗ, ку ҫӗнтерӳ вӗсене ҫӑмӑлах ҫакланмӗ. — Давыдов пӗр аллипе пирус коробкине сӗнет, тепринпе нумаййӑн алӑ пуснӑ ҫырӑва тытса тӑрать. — Куланай тӳлесе пурӑнатпӑр ҫав. Вӑл хӑйӗн арӑмӗпе пӗрле типтерлӗ те тӑп-тӑп пӗчӗк ҫуртра пурӑннӑ, тарҫӑсем нумаях тытман, хӑйӗн ҫыннисене вырӑсла тӑхӑнтарнӑ, вӗсене работниксем тесе чӗннӗ. Анлӑ та ҫутӑ тӳпере куҫа курӑнман моторсем кӗрлеҫҫӗ. Пасарта япала сутса ларакан хӗрарӑмсем, бурсак иртсе пынине курсанах, ӑмӑрткайӑк ами хӑйӗн чӗпписене хупӑрланӑ пек, хӑйсен кукӑлӗсене, капӑртмисене, кавӑн вӑррисене яланах аллисемпе хупӑрланӑ. — Ҫапла, кайран вӗсенчен виҫҫӗшӗ вилнӗ, мӗншӗн тесен купса вӗсене хӑй те самаях вӑйлӑ касма ӗлкӗрнӗ… — Тӑхта, эп халех килетӗп, — пирӗнтен пӑрӑнасшӑн пулчӗ Володя, вара хулне сиктеркелесе, пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Хуҫасем панӑ кровать, икӗ пукан, Тая пӳлӗмне кӗрекен алӑк ҫинче — темӗн пысӑкӑш Китай картти, ӑна вӑл хура та хӗрлӗ пӗчӗк флаг пеккисемпе тирсе пӗтернӗ. Шалтан шакла пуҫлӑ ача тухрӗ, ӑна алӑк уҫса кӗртрӗ; ачи шӑлаварпа, кӗпи ҫаннине тавӑрса янӑ. Еt puis… сеlа nе tirе pas ӑ соnsequеnсе. — Сана ҫӑлмалла-и, мӗнтен? — тесе ыйтрӗ Морис Джеральд, тата тепӗр хут хӑй кровачӗ ҫинчен сиксе анса, васкаса хӑйӑ ҫутсан. — Ман пуҫсӑрлӑхшӑн… — Эпӗ сана пӗлетӗп: господин помещик умӗнче сана намӑс: анчах та вӑл татах та лайӑхрах — ҫылӑхна каҫар. Ку вӑл слон кӗтӗвӗ, темиҫе ҫӗр слон, кӑнтӑрла курӑксен чӗлкӗмлӗ тунисене ҫисе тӑранса, ҫывӑрма выртиччен шыв ӗҫме юханшыв хӗрне аннӑ. — Кай! — Пар тата ҫур витре! — кӑшкӑрчӗ Лукашка амӑшне, лешсем саламланине хирӗҫ. Хальхи вӑхӑтра та чиркӳ хуҫисен влаҫӗ Европӑри патшалӑхсенче — Францире, пуринчен ытла Италипе Испанире пит пысӑк. Хӑйӗн тӑван килҫуртне ҫулталӑк хушши курмасӑр пурӑннине ӗненес те килмест унӑн. — Кунта вӗсем яланах нумай ҫӳреҫҫӗ. — Акӑ вӑл, кил кунта, Нехлюдов, — илтӗнчӗ ман хыҫра Володьӑн палланӑ сасси. Шубин мӗнле те пулин вырӑсла юрра ушкӑнпа юрлама сӗнчӗ те хулӑн сассипе: «Вниз по матушке…» юрра тӑсса ячӗ. Вӑйӑ пулмасан, мӗн тумалла-ха вара?.. Ҫапах та хуптӗртен ҫаврӑнса тухасси пулмарӗ ун. Ҫитес вӑхӑтри ҫинчен каласшӑн. «Пулӑ хырӑмӗнче вӑл нумайранпа выртнӑ пулмалла, — тет Джим, — ҫавӑнпа хулӑнланса, чӑмӑрланса ларнӑ». Хуҫи ӑна мӑйӗнчен тыткаласа пӑхнӑ, ҫурӑмӗнчен шӑлнӑ, унтан каланӑ: — Чудак эсӗ! Ху та ҫывӑрмастӑн, ыттисене те ҫывӑрма памастӑн. Марья Васильевна, ав, ӑна, ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх ҫын иккенне, вӑл унӑн умӗнче хӑйне ырӑ сунса пӑхнӑшӑн парӑмра иккенне ӗненнӗ-ҫке-ха. — Вӑл тата ҫапла хушса хучӗ: — Хӗрӗх ҫул хушши ӗнтӗ мана Старик теҫҫӗ. Петерсонӑн ҫиллес куҫ шӑрҫисем сасартӑк ҫав тери пӗчӗкленсе те ҫивӗчленсе кайрӗҫ, каччӑ аллине вӑл хыттӑн-хыттӑн чӑмӑртарӗ. Ҫавӑнтан вара темиҫе ҫул иртсен, ҫав «Пин те пӗр каҫа» тепӗр хут куҫарса кӑларнине вуларӑм та, ҫӗнӗлле куҫарнинче Сезам вырӑнне Сим-Сим тесе вуламаллине пӗлсен, питӗ тарӑхрӑм, вӑл темӗнле кантӑр пекки кӑна иккен. Унӑн ывӑлӗнни пекех шуранка пичӗ, кунти ҫутӑ ӳкнипе ҫеҫ кӑшт урӑхларах курӑнаканскер, сасартӑках ачалла ҫӑткӑнлӑхпа улшӑнса кайрӗ. Эпӗ ачасем патне пырса ларни виҫӗ сехете яхӑн иртрӗ. Таса хӗр! Вӑл хуҫа пулнине пӗлмесен, чӑн-чӑнах та хӑраса ӳкме пулать вӗт… Ҫав тӳрӗ анакан хӑвӑл стенасем ҫинчен мӑкӑрӑлса тухса тӑракан чул кӗтессисем анмалли ҫула ҫӑмӑллатма пултараҫҫӗ, анчах пусма пек картлашкасем пулсан та хӗрринче тытмаллисем пӗрре те ҫук вара. Хамӑр ҫапӑҫнине аса илтӗм, ҫавӑнтах вара хам суранланнӑ иккенне те тавҫӑрса илтӗм. Хулари ҫынсем салху пулнӑ, кӑмӑлсӑрлӑх куллен ӳссе, ытларах та ытларах хӑрушланса пынӑ. Пӗтӗм облаҫра пӑлхавсем сике-сике тухнӑ, пур ҫӗрте те хӗҫпӑшал пытарнӑ. Бризигелла гарнизонӗ вӑйсӑр пулнӑ, ӑна шанма та май пулман. Ҫитменнине тата кардинал полковнике калама ҫук хытӑ тарӑхтарнӑ, адъютантпа калаҫнӑ чухне полковник кардинала пӗррехинче: «кутӑн ашак» тесе ят панӑ. Эпӗ аттене те, аннене те курман, тӑлӑх-турат пулса ӳснӗ; хӳмесем ҫумӗнче ыйткалакан ача пулса йӑваланнӑ. — Эпӗ-и? — ыйтрӗ энтомолог. Ҫитес матчра вӑл чемпиона тухассишӗн кӗрешет. Вара вӑл мана васкасах пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ, ачисем те пирӗнтен юлмарӗҫ. Кӗҫех вӗсем пысӑк уҫланкӑна тухрӗҫ. Тата хӑй мӗн тунине мӗншӗн тӑвать? Хӑть те мӗн пулсан та, вӑл кунта, питӗ ҫывӑхра, вӗсемпе пӗрле арена ҫинчех пулнӑ. Тӳпере ҫӗнӗ Уйӑх ҫурла пек кӑна йӑлтӑртатса курӑннӑ чухне Уйӑхӑн ытти Хӗвел ҫутатман пайӗ кӗл тӗслӗрех палӑрать. Ҫапла акӑ, лайӑх астуса юл: вӗреннӗ хӗре эсӗ, вӗренмен ухмах, ним тума та кирлӗ мар, ӑна санпа пилӗк минутранах кичем пулать; ухмах хӗре вара эсӗ пачах кирлӗ мар: вӑл санран ӑс илес ҫук, мӗншӗн тесен вӑл санӑн хӑвӑн та ҫук, пухайман-ха. Шухӑшӗсене сирсе ярас тесе, Воропаев ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен тинӗспе тусем ҫине пӑхрӗ; вара чӑнах та, вӑхӑтлӑха мананҫи пулчӗ. Грузчике Аким аран-аран палласа илчӗ. Ку вӑл ахаль, куҫа курӑнни ҫеҫ. Ҫакна курсан Крэнкбилӗн чӗри ыратса кайнӑ. — Эпӗ калатӑп вӗт-ха сире: вӑл рабочисене сӑнать, шпион ӗҫне тӑвать, ку вара-сирӗн ӗҫ… Хӑюллӑ ҫынччӗ, аслаҫу кирек те мӗн хушсан та — ҫӗҫӗ ҫине кӗрсе каятчӗ, анчах та самантрах туса паратчӗ… Татах та — мӗншӗн вара тӑван ашшӗне вӑл ятранах чӗннӗ пулӗччӗ? Апла пулсан — ман ҫинчен шухӑшлатӑр эппин? Ларкаланӑ май, крыльца умӗнче вӑрахчен те шавлӑн муталашрӗҫ. — Ҫапла, — терӗ Максим Максимыч каярахпа, нимӗн те пулса иртмен пек кӑтартма тӑрӑшса, тарӑхнӑ май ун куҫӗсем вӑхӑчӗпе куҫҫулӗпе йӑлтӑртатса тӑратчӗҫ пулин те: — Эпир унпа чӑнах та туслӑччӗ, анчах эпир туслӑ пулни мӗнех тӑтӑр иккен хальхи ӗмӗрте! — терӗ вӑл кулянса. Кӗсменҫӗсем, пӗрне-пӗри куҫ хӗссе, ним шарламасӑр кулчӗҫ. Ирӗке тухсан, эпӗ чи малтан патшалӑхӑн тӗп хулине Мильдендӑна пӑхса тухма ирӗк пама ыйтрӑм. Ӗлӗк вӑл тӗрлӗ-тӗрлӗ анекдотсем, кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ. Команда кумирӗччӗ вӑл. Кирек мӗнле ӗҫе те кула-кула пуҫласа яратчӗ. Мӗн юлнӑ унтан халӗ? Хӑй ҫапах та Бяла Черква халӑхӗ Стрем йӑлӑмӗнчи тӗрӗксен йышлӑ ялӗсенчен пыракан башибузуксене хирӗҫ пикенсе кӗрешме пӗтӗмпе хатӗр пулмалла тесе шутлатчӗ. Пӗрлешессе пӗрлешрӗҫ-ха вӗсем, вунсакӑр киле — тӑватӑ лаша та икӗ вӑкӑр, едокӗсем вара хӑйсен ҫӗр те ҫиччӗ. — Ку тӗрӗс!.. Ӗнтӗ пуриншӗн те ҫӗрле, ҫурҫӗр иртсен пӗрремӗш сехетре тухса каяттӑм та, анчах Катьӑпа эпир иртенпех сывпуллашма тытӑнтӑмӑр — пӗрмаях ун патӗнче пултӑм эпӗ, унӑн килӗнче е вӑл ӗҫленӗ ҫӗрте. — «Эпӗ сана, путсӗре, лайӑх тыткалӑп, — а эсир, государыня, ҫак мошенникӑн арчине ухтарма хушӑр та хӑйне ман алла пама хушӑр-ха, эпӗ ӑна вӗрентӗп. Анчах ҫула тухас умӗн пӗчӗк Джек йывӑр чирлесе ӳкнӗ, ашшӗ вара, васкавлӑ ӗҫсем пуррипе, арӑмне, ачине, Бенедикт пиччӗшне Окленда хӑварсах, Америкӑна тухса кайнӑ. Анчах ҫакӑн пек мӗскӗне вӗлерме — алӑ мӗнле сулӑнма пултарнӑ-ши? — Ӑна каламашкӑн йывӑр, хаклӑ Элен: юлнӑ сӑмахсем питӗ сапаланчӑк… Хӑвӑрах тавҫӑрса илӗр акӑ, анчах чавса ҫывӑх та ҫыртма ҫук ӑна», тенӗччӗ. — Пӗр самант чӗнмесӗр тӑчӗ, унӑн кӑвакрах куҫӗсенчи ҫав тери пӗчӗккӗ, майра йӗппин пуҫӗ пек ҫеҫ куҫ шӑрҫисем пӗрӗнсе ларчӗҫ, вара палӑри-палӑрми кулса илчӗ. Ку асап Липинцӑна тунсӑхлани пулнӑ. Урайӗнче хӑйӑр, сывлӑш уҫӑ… — Халапсенчи пекех… Пӗрре те чӑн-чӑн мар… Уҫӑ шкапран тумтир ҫакмаллисем, ырханкка та мӑйракаллӑ ҫын пекскерсем, курӑнаҫҫӗ. Кам мана ҫавӑн пек кӑмӑллӑн йышӑннине пӗлме ирӗк парӑр? Вӗсене касса татмашкӑн вӑхӑт сая яма кирлӗ пулмасть. — Йӗркелекенни — эпӗ! Вӑйлӑ ҫил пирӗн сулла «Аксель утравӗнчен» хӑвӑрт малалла илсе кайрӗ. Каҫар мана, патша, эс хушнине тӗппипех тӗп-тӗрӗссӗн тутарттараймарӑм ҫав эпӗ ниепле те… — Этем вилет, анчах та уншӑн вӑл турра ылханма пултарать-и? Арӑм ӑнсӑр пулса ӳксе юлчӗ; ман ҫынсем Силвиона чарма хӑймарӗҫ, ун ҫине хӑраса ҫеҫ пӑхса юлчӗҫ: вӑл крыльца ҫине тухса ямшӑкне чӗнчӗ те, эпӗ мӗн пулнине ӑнланса иличчен, ларса тухса кайрӗ. Машӑн сасси лайӑх тата вӑл музыка тӗлӗшӗпе пултаруллӑ пулнӑ. Ҫынсене ӑс-тӑна вӗрентес пулать-ха вӗт, — ҫапла-и? Унтан калаҫу малалла тӑсӑлчӗ: — Капитан, сирӗн каютӑра «Монитер» пур пулас. Иван Иванович тинех урайне сарнӑ кавир ҫинче выртакан Иван Никифоровича асӑрхарӗ. Мӗн те пулсан калама вӑтанса тӑман вӑл; уйрӑмах унран вырӑс хӗрарӑмӗсене лекнӗ. Унӑн куҫӗ умне темшӗн Драницкая графиня тухса тӑчӗ — ҫавнашкал хӗрарӑмпа пурӑнма, ахӑртнех, питӗ ырӑ пуль: намӑс мар пулсан, Егорушка ӑна хаваспах качча илнӗ пулӗччӗ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем полицие кӗреҫҫӗ, теприсем ҫынсене французла калаҫма вӗрентеҫҫӗ. Метис тарнӑ пирки Гек хӑй суд умне тухса калас нушаран хӑтӑлнӑ пулсан та, ҫапах вӑл хӑй ҫав ӗҫе хутшӑнни палӑрассинчен шутсӑр хӑрарӗ. Вӑл защитника тархасласа ҫав ӗҫе вӑрттӑнлӑхра тытса усрамашкӑн сӑмах партарчӗ. Ну, сыв пул, хаклӑ юлташ! Ҫук, эпӗ, тем тесен те, тем тесен те перӗнетӗп!» — Ырӑ ҫыннӑм, — типпӗн тавӑрчӗ Бенедикт пичче, — сире акӑ мӗне пӗлни кансӗрлемен пулӗччӗ: Джон Франклин хурт-кӑшпанка нихӑҫан та вӗлермен. Америка вӑрӑмтуни пӑрҫаран чылай хытӑрах ҫыртать пулин те, Джон Франклин ҫавна та тивмен. Джон Франклин сэр тинӗс ӗҫне пӗлет тенине эсир хирӗҫлеместӗр пулӗ тетӗп. Хам сӑхманӑн аркисемпе ҫуртсен тӑррисемпе карнизӗсене ҫӗмӗрес мар тесе, эпӗ ӑна малтанах хывса хутӑм. «Сывӑ пулса юлӑр, господа». Пӳртӗн чи аякри кӗтесӗнче, сӗтел хыҫӗнче, стена ҫине пӑтапа кивӗ ашӑк ҫакса хунӑ — куна шӑтӑк-ҫурӑкран вӗрекен ҫил ҫуртана ан сӳнтертӗр тесе ҫапла тунӑ ӗнтӗ. Эпӗ урӑх итлемерӗм ӑна. Базаров ашшӗ патне ҫыру ҫырма пуҫларӗ, анчах ҫурса тӑкрӗ те, сӗтел айне пӑрӑхрӗ. Эпӗ сирӗнпе ҫавӑн пек ахаль калаҫнӑшӑн мана эсир ан ҫилленӗр. Джемма пӳлӗмрен тухрӗ те часах Микельпе тата сарлака хулпуҫҫиллӗ горецпа пӗрле таврӑнчӗ. Ун пек меслетсенчен пӗри вӑл, самаях сарӑлнӑ меслет, акӑлчансем калашле: «is quite a favourite», — сановник сасартӑк чи ӑнланмалла сӑмахсене ӑнланми пулать, хӑлхасӑр пек пулать. Унтан вӑл Люба ҫине пӑхса илнӗ, хӗр каччӑн куҫӗнче тус-йышлӑх тата хӑйне кӑмӑл тунине асӑрханӑ. Тухтӑр ӑна чирлӗ ҫын чӗрӗлесси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук, тесе пӑшӑлтатма та ӗлкӗрнӗ. Аэлита уллӑна чӗр куҫҫисем ҫине антарнӑ та кӑмрӑксем ҫинелле тӗмсӗлнӗ, — вӗсем унӑн питне хӗрлӗрех вӗрипе ҫутатаҫҫӗ. Учитель эп пуррипе ҫуккине асӑрхаман пек пулса, Володьӑна малалли урока ӑнлантарать. Хирӗҫ пассажир пӑрахучӗ килнӗ, вӑл кӑшкӑртса янӑ, унӑн кӗрлевлӗ сасси вӑрманалла вӗҫсе пытаннӑ, сӑртлӑ ҫыран хушӑкӗсене кӗрсе ҫухалнӑ. — Иккӗшӗ пӗр пус. — Экспедицие. — Мӗншӗн вара? — Хурала картишне илсе тухса, йӗркелесе тӑратӑр… Эсир нумай вӗреннӗ, ҫав тери лайӑх ҫын! Обществӑн чухӑн сийӗсенче вӑл кашни япаланах кӑшт та пулин тӗкӗнсе курнӑ; хӑйӗн кирек мӗнле шухӑшне те ҫӑмӑллӑнах пурнӑҫлама пултарнӑран, ҫав япаласем ҫине вӑл те йӗрӗнереххӗн, те темле сивлеккӗн, тимсӗррӗн пӑхнӑ. «Ӑҫта вара сан жиду?» Сладкопевцева ҫапла калать: еркӗн вӑл — резин калуш пекех, пылчӑк чухне ҫеҫ кирлӗ, тет, акӑ мӗн! Ҫакӑнта колони туса хума сӗнетӗп, ҫӗрне ҫӗнетсен, кунта хамӑр кун-ҫулӑмӑр вӗҫне тухичченех пурнӑпӑр. Ун пек офицерсем — полкшӑн мӑшкӑл, киревсӗрлӗх! — Мӗн вилменни унта, калатӑп вӗт-ха сире, хам пырса пӑхрӑм тесе, — терӗ прапорщик. Сӑмахран, акӑ, иртнӗ хӗлте ун флигелӗн мӗн пур чӳречисене унӑн ҫырса пӗтермен романӗн пӗрремӗш пайӗпе ҫыпӑҫтарса пӗтернӗччӗ. Тул ҫутӑлас умӗн вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ. — Ун ҫинчен нумай калаҫас пулать, — ирӗксӗрех йӑл кулчӗ Горева. — Тӗнче пысӑк. Ҫынсем нумай. Чӑрсӑр та хӑйне хӑй шанса ҫӳрекен Семён Заливанов Виктора пӗрре Лизӑна хам май ҫавӑртӑм тесе те пӗлтернӗ. Куҫа курӑнман хӗвелӗн вилӗ уйӑх ҫинчен каялла ӳкнӗ ҫутти ылттӑнлатнӑ Атӑлӑн вӑрах юххи чаплӑ та мӑнкӑмӑллӑ. Оленин пуҫӗнче, хӑй асӑрхаман ҫӗртенех, Лукашкӑпа Марьянка сӑнӗсем иккӗшӗ пӗрлешсе тӑчӗҫ, ӑна вӗсем ҫинчен шухӑшлама питӗ те кӑмӑллӑ пулчӗ. «Сывӑ пул, Царицыно, эпир кунта пулнине нихҫан та манмӑпӑр!» терӗ Анна Васильевна… Ир енне, аэродрома кайнӑ чух, Мересьевпа Петров ирӗксӗрех хӑйсем ҫӗр выртнӑ пӳрт ишӗлчӗкӗсем умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Макар вӗсем вӗҫсе иртнине пӗр шухӑшсӑр пӑхса юлчӗ, кайӑк кӑвакалсем пӗве ҫинелле чул пек чӑма-чӑма аннине, хӑмӑшлӑ утрав ҫывӑхӗнче вӗсем чӑмса пӑлхатнӑ шыв вӗресе хӑпарнӑн хумханса илнине пӑхса тӑчӗ… — Никита каллех аттене асӑнма килмерӗ. Тӗрӗслӗх, тетӗн! Эпӗ сана ӑнланса илме пултараймарӑм. — Ку сире мӗнле кӑмӑла каять, ҫапла, сэр, — терӗ капитан. Ӑҫта кайса кӗрес тетӗн-ха? Эсир мӗн ятлӑ, юлташ? Вӑл шӑнса, кӑмӑлсӑрланса вӑранчӗ. — Тӑвансемпе ҫывӑх юлташсем, — тесе пуҫланӑ вӑл. — Паян ирхине Хӗвел ҫӗр ҫине пӑхрӗ те, ман анчах ҫуралнӑ ачана курчӗ. Унӑн пӗтӗм шанчӑкӗ ҫухалнӑ тапхӑрта Том Сойер малалла тухса тӑрать те пӗр купа билет: тӑхӑр сарӑ билет, тӑхӑр хӗрлӗ тата вунӑ кӑвак билет кӑларса кӑтартать, хӑйне уншӑн библи пама ыйтать. Гусев, Ихошка тата механик ҫавӑн чухне ханкӑрта, кимӗ патӗнче, шапӑлтатса-кулса ларатчӗҫ. Сасартӑк аялта перӳ янӑраса кайрӗ. — Ӑна кӗр, — тесе чарса хучӗ ӑна кукамай. Вӑл вӗреннӗ, нумай вуланӑ ҫын; анчах унӑн вӗренӗвӗ ҫамрӑк чухне, урӑхла каласан, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче илнӗ пӗлӳпех вӗҫленнӗ. Сарая, Кузьмин хыҫҫӑн, Хӗрлӗ Шуҫӑмсен проспектӗнче паҫӑр пӗлтерӳ вуланӑ салтак кӗрсе тӑчӗ. Эпир пӗлетпӗр ку мӗне пӗлтернине! — тесе кӑшкӑрнӑ вӗсем. Вӑл ҫӳҫенсе илчӗ, сӑн-пичӗ шурса-кӑвакарса кайрӗ, хӑй каялла сикрӗ. Иккӗшӗ те вӗсем винтовка йӑтса пыраҫҫӗ. Башньӑн тул енче, хӗрӗх ҫул каялла шала кӗмелли алӑк пулнӑ вырӑнта халӗ ӗнтӗ ытти бойницӑсенчен чылай сарлакарах амбразура е бойница пур, ун ҫийӗнче стенаран тӑпӑлса тухса, аялалла усӑннӑ решетке курӑнать. — Енчен сире йывӑр пулсан, мана сиртен уйрӑласси татах та йывӑртарах, — тенӗ атте, ӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, — эпӗ халь урӑхла шухӑш тытрӑм. Марс ҫинчен икӗ ҫын таврӑнни пирки малтанхи телеграмма пичетленсен тӗнчене хуптӗрленӗ чарусӑр кӑсӑклӑх тамалса лӑпланчӗ ӗнтӗ. Иккӗшӗ ҫаплах хӑйсем хушшинче калаҫса тӑчӗҫ. Игнат ун сӑмахӗсем пирки шухӑшласах тӑман, ҫӑмӑллӑн кулса:— Ахалех апла шутлатӑн! Эсӗ шутласа пӑх-ха. Халь эсӗ кунта хуҫа. Пӗр телейлӗскерӗ — ку пилӗк ҫулта пӗрре пулать — академие вӗренме кӗрет, ӑна вара ҫисе ярасла курайманлӑхпа ӑсатаҫҫӗ. Попов ҫамрӑк учитель канӑҫа пӗлмест, тахҫан Левский тусӗ пулнӑскер, тек вара комитетсемпе те революцисемпе, пӑлхавҫӑсемпе аташать. Швабрин эпӗ ун пекех хӑрушӑ тӑшман пулма пултарасса кӗтмен те мӗн. Марья Васильевна пуҫне сулчӗ. Пурте хускалчӗҫ, пур тӗмӗсем хушшинче те черкессене шырама тытӑнчӗҫ, анчах, паллах, нимӗн те тупаймарӗҫ. Пӗрремӗш профессорӗ налога ҫитменлӗхсем тӑвакан тата ӑссӑрланакан ҫынсем ҫине кӑна хума, ҫак тӗлӗшпе кӳршӗри ҫынсенчен уйрӑм комитет туса ӑна камран мӗн чухлӗ налог шыраса илмелле тумашкӑн ирӗк пама хушать, мӗншӗн тесен ҫав уйрӑм комитет хӑйӗн кӳршисем тӑвакан ҫитменлӗхсемпе ӑссӑрлӑхӗсене тивӗҫлипе хакласа налог хума пултарать, тесе шутлать вӑл. Эсир мана: савӑнмалли нимӗнех те пулман-ҫке, тесе калама та пултаратӑр, анчах унччен нумай пулмасть малтан эпӗ сарӑ сивчирпе чирлерӗм те, ҫурма ишӗлчӗк ҫӗр пӳртре нумай вӑхӑт хушши тӑр пӗччен выртрӑм, ку маншӑн ҫав тери хӑрушӑ пулчӗ. Ҫавсенчен малтанхи икӗ ят мана уйрӑмах хӑратаҫҫӗ, вӗсен тӗлне кирек епле пулсан та тесе ҫырса хунӑ. Эпӗ Христос тӗнӗнчен мар, ҫавӑнпа леш тӗнчере манӑн чунӑм нихҫан та Григорий Александрович чунне кураймӗ, ҫӑтмахра та унӑн юлташӗ урӑх хӗрарӑм пулӗ, тесе кулянма пуҫларӗ. Тӗтре ҫӑралсах пынӑ. Ҫанталӑк та улшӑннӑ. Корвет вара ҫил ӑҫталла вӗрнӗ, унталла ишнӗ. Вӑл хӑйӗн ҫулӗнчен пӑрӑнса кӑнтӑралла ытлашши кайнӑ. Халь ӑна текех Джерсейпе Гернсей утравӗсем хӳтӗлемеҫҫӗ: вӑл халӗ ӗнтӗ асар-писер тинӗсре, уҫӑ ҫӗрте ишсе пычӗ. — Чӑнах, асатте, чӑнах нимӗн те пӗлместӗп. Тинӗс шывӗ ҫийӗнче икӗ хура акӑш чӳхенеҫҫӗ, вӗсем питӗ хӑравҫӑскерсем, нихӑҫан та хӑйсен ҫывӑхне ямаҫҫӗ. «Ҫынсене тытакан» ватӑ этем, сӑмахӗсене каланӑ май пӳрнисемпе поднос хӗррине шаккаса, ҫаплах калаҫса ларчӗ. Хамӑр авторӑн хисеплӗ тусӗ ыйтине вырӑна хурса, эпӗр ӑна кирлӗ хыпарсем янӑшӑн тав тӑватпӑр, ҫав хыпарсене чӑнах та пӗтӗм кӑмӑлтан каласа панине вулакансем тивӗҫлӗ хак парӗҫ тесе шанса тӑратпӑр. Анчах унта пулӑ курӑнмарӗ. — Сӑмахпа каласси — ӗҫе тӑвассинчен ҫӑмӑл. Мӗнтен пуҫлас тетӗр-ха эсир? Маша ирех вӑранчӗ, упӑшкин тумтирне тасатрӗ, таса кӗпе-йӗм хатӗрлесе пуҫтарчӗ. — Ҫук, — терӗ Серёжа. Хыҫра, Устинович ури айӗнче, вӗт чул чӑштӑртатса илчӗ. Амӑшӗ ӑна нумайранпа курман, ҫавӑнпа та халӗ вӑл нимрен малтан ку хӗр ытти чухнехи пек мар самӑрӑлса кайнине асӑрхарӗ. — Эпӗ-и? — тӗлӗнсе мӑкӑртатрӗ Анна Васильевна. — Эсир мӗн ҫывӑрмастӑр, ачасем? Том, паллах, каҫхи апата таврӑнмарӗ, тете вара апатланнӑ хыҫҫӑнах тухса кайрӗ. — Пӗр уйӑх срок! — Кам тытса пачӗ сана? Авӑ, Алексей епле тӑрӑшма тытӑнчӗ. — Мӗнле каламалла… Пирӗншӗн, паллах, пысӑк вӑл, эсир ун ҫине мӗнле пӑхасси вара пире пачах паллӑ мар вӑт… — Айта-ха пӗрер тӑхӑнтартса ярар, вӑт вара йӗрсе ярать, — терӗ Фигура, Тимура хыр йӗкеллипе персе. Гаррис (американецӑн хушамачӗ ҫавӑн пек пулнӑ) питӗ ҫивӗч ҫын иккен. — Чей ӗҫме вӑхӑт, Наталья. Эсӗ ҫак килкартишӗнче пурӑнатӑн-и? Каҫ пулнӑ ҫӗре аппарат ӗҫлеме пуҫларӗ. Чулсем ҫине вырнаҫтарса хунӑ тимӗр пичке айӗнче вут йӑлкӑшса ҫунать. Акӑ мӗн, батюшка Петр Андреич! Ӗненмӗн те. Пире пӗтӗмпех ҫаратрӗҫ мур илесшӗсем: ҫипуҫ, кӗпе йӗм, тӗрлӗ япала, савӑт-сапа, нимӗн те хӑвармарӗҫ. — Ну, халех чупма пуҫлатпӑр: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ! Мӗн ҫинчен шухӑшлатӑр эсир? Робеспьер, хута каялла хӑй аллине илсе, число лартса Симурдена пачӗ. Вӑл сумка тулли ӗҫме-ҫиме йӑтса пыратчӗ. Сумкинче ҫӗрулми те, йӳҫ кӑшкар та, сухан та — пурте пурччӗ. Тепӗр аллине вӑл сунчӑк тытнӑччӗ. Йӗри-тавра ажиотаж, унтан ӗмӗрӗпех ниҫта та кӑймӑттӑм! — Джека мана парӑр-ха, — терӗ Геркулес. Унтан эпир хамӑрӑн ӑслӑ ҫынсем, малта пыракан ҫынсем, питлекен ҫынсем хӑйсем те нимӗне те юраманнипе куртӑмӑр; хамӑра чӑрсӑр тӗшмӗшлӗх пӑвнӑ вӑхӑтра, хамӑрӑн пӗтӗм акционерлӑ обществӑсем мӗн-пурӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫынсем ҫитменнипе кӑна ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ чухне, пирӗн мужик хупахра тӑраниччен йӗрре ӗҫесшӗн хӑйне ҫаратма та хавас пирки, правительство пама тӑрӑшакан ирӗклӗх хӑй те усӑллӑ пулма пултарасси паллӑ мар чухне, ӗҫ паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр ҫинчен пынӑ чухне — эпир ӑҫтиҫукпа аппаланни: темӗскерле искусство ҫинчен, ӑстӑнсӑр творчество ҫинчен, парламентаризм ҫинчен, адвокатура ҫинчен, мур пӗлет-и, тен, тата мӗн ҫинчен калаҫнисем усӑсӑр иккенне тавҫӑрса илтӗмӗр. Давыдова мар-и? Ҫынсем ним чӗнмесӗр, таврари йывӑҫ вуллисем пек вырӑнтан тапранмасӑр пӑхса тӑнӑ. — Эсӗ вара хӑраса та ӳкрӗн-и? — терӗ вӑл, Оленин ҫине пӑхса, унтан вара тӗпӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. Шлепкене хывӑр та арча ҫине ларӑр — унта ларма лайӑхрах, пукан ҫинчи пек мар. — Эс… хаклӑ ҫыннӑм, ан чӑрман! — уттине хӑвӑртлатнӑ май, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, сӑмахларӗ карчӑк. Ҫыран хӗррисемпе шыраса ҫӳренӗ чухне Гленарванпа унӑн уйӑрӑлман тусӗ Паганель тата Роберт пӗрмаях пӗрле пулчӗҫ. Анчах ҫак сӑмахсене каланӑ чухне унӑн пичӗ салхуллӑ пулчӗ, капитан ҫак ҫынпа тӗл пулнӑшӑн питех хаваслӑ пулас ҫукки ҫинчен эпӗ пӗр иккӗленмесӗр шутлама пултарнӑ. — Илтрӗн-и? — хохол хуллен сӑмах хушни хӑлхана кӗчӗ шалтан. Вӗсем пире пурсӑмӑра та масар ҫине тытса кайрӗҫ, масарӗ юханшыв хӗрринче, миля ҫурӑ анатарах; пирӗн хыҫҫӑн пӗтӗм хула ерсе пычӗ, мӗншӗн тесен эпир самаях шӑв-шав кӑлартӑмӑр; вӑхӑт нумаях марччӗ-ха, тӑхӑр сехет кӑначчӗ. — Тӗрӗс, эпир ӑна пурпӗрех тупатпӑр, — терӗ ӑна Гленарван. — Талькав пире унӑн йӗрри ҫине ӳкерчӗ, Талькава шанатӑп эпӗ. Базаров диван ҫинче сасартӑк ҫавӑрӑнса выртрӗ, ашшӗ ҫине тинкерсе мӑкан пӑхрӗ, шыв ыйтрӗ. Ун сӑмахӗсем ҫакӑн пек шухӑшсем патне илсе пычӗҫ: ҫурт-йӗр ҫавӑрмалла, «пурне те килелле туртмалла, илсе тухмалла мар», «килте тӑранса пурӑнмалла, тухса тармалла мар», ҫаксене пурнӑҫлама вӑл, ытти нумай ӑслӑ ҫынсем тунӑ пек, ҫуртне юсассине ҫуркуннене хӑварма сӗнчӗ, мӗншӗн тесен ун чухне пысӑк санаторисене юсама тытӑнаҫҫӗ, пушӑ вӑхӑтра рабочисем Воропаева та пулӑшма пултараҫҫӗ. — Калаҫса пӑхӑпӑр эппин, — сӗнчӗ Квакин. — Анчах ку мӗне пӗлтерет-ха? — тенӗ Фелим. Эсӗ вӗт каллех е мещен ятне ҫыпӑҫтарӑн е рабочи класӗн ӗҫне сутакан тейӗн, — терӗ. Унта мана ҫитеретчӗҫ, эпӗ ҫынсене кураттӑм, мӗнле пулсан та этем чӗлхине илтеттӗм. Мӗн ятлӑ-ха санӑн хӗр татӑкки? «Ой, пан, мӗншӗн каймалли пултӑр? Озерова ҫавӑнтах тем тӗртсе илнӗ пек пулчӗ. Сулахай хӑлху ҫинче санӑн, аялта, алкаран юлнӑ йӗр тейӗн, пӗчӗк турпалли, — мӗн тери хӳхӗмлӗх!..» Ман ещӗк куҫ тӗлне пулсан, упӑте ӑна пит интересленсе пӑхма тытӑнчӗ, — алӑкран та, чӳречесенчен те пӑха пуҫларӗ. Ну, темех мар! «Мӗскӗнсем савӑнса та юлаймаҫҫӗ апла, тӑван килпе те паллашаймаҫҫӗ, эпӗ те вӗсем ҫине тӑраниччен пӑхса юлаймастӑп!» — Манӑн вӑхӑт пур. Мӗн тӑвас тетӗн-ха эс, вӗсен вӑйӗ ытларах пулсан? Ярскинчен килнӗ мӑн сухаллӑ тӗреклӗ казак урапа ҫинчен сиксе анчӗ. Хӗвеланӑҫ Австрали — столици Петр; юлашкинчен, Ҫурҫӗрти Австрали — ун столицине туман-ха. — Нивушлӗ пуҫланать?» Вӗсем халӑх думкисемпе юррисен сӑмахӗсене тата кӗввисене ҫырса илнӗ, преданисене тӗпченӗ, историлле фактсене халӑх асӗнче юлнисемпе танлаштарса пӑхнӑ, пӗр сӑмахпа — мужик ҫине нацилле романтизмӑн поэзилле призми витӗр пӑхнӑ. «Лашана ҫитермелле-ха! Юрамасть, улпут», — мӑкӑртатрӗ вӑл. Вӑл мана ҫав портрета Ленинградра, эпӗ учлет пулнӑ чухне мар, темиҫе ҫул иртсен Мускавра парнеленӗччӗ. — Туртатӑн-и? — ыйтрӗ вӑл, ман паталла хулӑм пируссем чикнӗ кӗмӗл портсигар кӑнтарса парса. Тепӗр кунне ирхине ирех эпӗ хамӑн урапана кӳлме хушрӑм, анчах та акӑлчансен йӑлипе вӑл мана ирхи апат ҫимесӗр кӑларса ярасшӑн пулмарӗ, вара мана хӑй патне кабинета ертсе кӗрсе кайрӗ. — Шӳтлесе! — терӗ пиччӗшӗ кӗскен, хӑйӗн шӳтлӗ сӑмахӗпе йӑмӑкӗн чунне тивертсе ыраттарнине, амӑшӗн чӗринче таҫта шалта пытанса тӑракан вӑрттӑн шухӑша ҫиеле кӑларнине туйса. Пирӗн хушӑмӑрта хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе никам та унпа танлашма пултараймасть». Вӑл кайрӗ. Малалли вунӑ е вуникӗ страницӑна тӗлӗнмелле бухгалтерипе тултарнӑ. Варвара пӑрахса тарчӗ, Викторпа Юрий те правленине кайма хатӗрленме пуҫларӗҫ. — Чим-ха, тете… сан чӑн-чӑн патрон нихҫан та пулман вӗт-ха. Мӗншӗн тесен тӑшманусен те пӑшалӗсемпе хӗҫӗсем… йывӑҫран тунӑскерсем кӑна. Самара ҫитиччен эпир пассажирски пароходпа «мулкачла» кайрӑмӑр. Туппа часах чи ҫӳлле вырӑна туртса улӑхтарчӗҫ, кунтан аслӑ ҫула та сӑрт ҫамкисене те персе тӑмашкӑн пит меллӗ, кӗпҫине пит тӑрӑшса етре тултарчӗҫ, савӑлсемпе ҫирӗплетрӗҫ, хыҫалтан тупӑ перекенсене пытанса тӑмалли хӳтлӗх пултӑр тесе, тем сарлакӑш шӑтӑк чавса хатӗрлерӗҫ. Чипер княжна пирӗн еннелле ҫаврӑнчӗ те оратор ҫине чылайччен тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Эсӗ — Совет председателӗ, сан хуторунта кам килнӗ, ҫавӑ ҫӗр выртса ҫӳрет. Ку каччӑ Мӗкӗте ятлӑ, вӑл хуҫи килте ҫук чухне вӑхӑта яланах хапха умӗнче ирттерет. Ку ҫуттӑн йӑлтӑркка вӑйӗ, унӑн чӗтренсе витӗр курӑнакан шупкалӑхӗ, кунтан ытла ӑшӑтма пултараймасть, вӑл уйӑх ҫуттинчен вӑйлӑрах ҫутатать, ҫак паллӑсем тӑрӑх ку электричество ҫутти евӗрлӗ ҫутӑ пулнине пӗлтерет. Ҫӑраҫҫи ӑнӑҫлӑ тупӑнни пирӗн чӗресене шанӑҫ кӳчӗ, эпир вара ҫӳлти хута, капитан нумай вӑхӑт хушши пурӑннӑ тата вӑл килнӗ кунранпах унӑн арчи ларакан пӳлӗме васкаса улӑхрӑмӑр. Вӑл йывӑррӑн хашкать, мӗскӗн ҫын пек туйӑнать. Вӗренессӳ килет-и? — Вил-нӗ-ӗ! Аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланса килнине эсӗ те туятӑн вӗт… Хурт-кӑпшанкӑ, мана хам мӗн пӗлес килнине каласа парсам! Ку мӗне пӗлтерет? Тултан хӗрарӑмсен хаваслӑ сассисем тата такам васкаса чупни илтӗнчӗ. Кала-ха, кӑштах та пулин хаваслӑрах пулӑн-и? Вӗсем шутлӑ пирӗн, анчах виҫесӗр, — терӗ кӗрнекли, хулӑн портфельне шыҫмак аллипе вӗҫкӗнле ҫапкаласа илсе; хӑй вара калинкке патӗнчех кӗтсе тӑчӗ. — Мӗнле кимӗ ҫинче? Ҫӳрессе те ҫывӑрнӑ пек ҫӳрекен пулчӗ, ыйӑхран вӑрансан та ак ҫакна пӗлтермешкӗн ҫеҫ: «Тлакскаланцӑсем пархатарлӑ ҫул суннӑ хыҫҫӑн, Кортес тухса кайрӗ те тата темиҫе кунтан инксен йышлӑ халӑхлӑ столицине пырса кӗчӗ», темешкӗн ҫеҫ вӑранать тейӗн ҫав. Вӑл тӳлек шухӑшсемпе йӑпанса, пысӑк куҫӗпе ҫав тери тинкерӳллӗ пӑхнӑран, кӗлеткине ҫав тери ирӗклӗн тытнӑран, пӗвӗпе ҫӳлӗ мар пулин те, кӗрнеклӗ курӑннӑран, мана ун ҫинчен каланӑн туйӑнакан асаилӳ килсе тухни каллех шалтах тӗлӗнтерчӗ те, эпӗ хамран хам татах: «Пуҫланмасть-ши?» тесе ыйтрӑм. Мӗскӗн Грассинийӗн хӑйӗн те ҫылӑхсем нумай. Унӑн арӑмӗ начар хуҫа пулнӑшӑн мӗншӗн-ха татах ӑна айӑпламалла? Анна Васильевнӑна икӗ тарҫӑ карета ӑшӗнчен йӑтса тухрӗҫ — вӑл пӑчах халсӑрланнӑ, пӗрле килнӗ ҫынсемпе сывпуллашнӑ чухне хӑй кӑшт ҫеҫ чӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ; вӗсем ӑна тав тума тытӑнчӗҫ, вӑл вара: «Кӑшт ҫеҫ чӗрӗ», тесе кӑна хирӗҫ тавӑрчӗ. Тавара Бенгелӑпа Сан-Паулу-ди-Луанда урлӑ ярасси пирки калаҫмалли те ҫук. Вӑл чарӑнчӗ те питне аллисемпе хупласа, чӳрече патне ларчӗ. Чул тусем хушшинче те, карапсем ҫинче те хускалу-мӗн курӑнмасть. Амӑшӗ тӳрех аллисемпе аяккалла сулчӗ: — Ой, ҫук! — Атте, эсӗ ӑна ҫӗрре пама хуш, — терӗ Саша. Ҫакӑ вара хӑҫан та-тӑр шӑпах ҫапла пулать. Еркӗнсем тӑна кӑлараҫҫӗ манӑнне, эсрелӗсем! — Решеткӑ! — васкаса кӑшкӑрчӗ Грушницкий, юлташӗ кӑрт тӗртнипе сасартӑк вӑраннӑ ҫын пек. Унашкал самант килсе тухсан, вӑл ал тупанӗсене хӑвӑрттӑн ҫатӑл-ҫатӑл ҫапать, ку вара дамӑна туртса илнине пӗлтерет. Мӗн пулма пултарать-ши вӑл? — тенӗ Зеб, пӑртак шушӑхласа тӑрсан. Анчах Мак-Набс хӑйӗн иккӗленнӗ шухӑшӗсене асӗнчех хӑварчӗ, вӗсем ҫинчен никама та каласа памарӗ. Джон Мангльса илсен, вӑл та ҫавӑн пекех иккӗленме пуҫларӗ. Калчо килсе кӗчӗ, туяпа вӑл, хутаҫҫине хул пуҫҫи урлӑ янӑ. — Ку кӗленче, хӑйӗн ҫирӗплӗхӗпе сыхланса ҫӳренӗскер, чӑнах та вӑрӑм ҫул тума пултарнӑ. Эсӗ мӗншӗн укҫа илтӗн? — тетчӗҫ мана. — Эпӗ бандитсем патӗнче врач пулса тӑнӑранпа, е тӗрӗсрех каласан, тӗрме врачӗ пулнӑранпа, эпӗ сире пурсӑра та мӑйкӑч валли тӗрӗссӗн сыхласа хӑварассине хамӑн тивӗҫ тесе шутлатӑп, — терӗ доктор Ливси, кӑмӑллӑн кулса. — Юрӗ, юрӗ, тӑванӑм… — малаллах калаҫрӗ Христофор атте. Ун ҫинчен вӑл хӑҫан юлашки хут илтнӗ? Мана илес пулсан вара, ҫав пӗтӗм истори хыҫҫӑн пирӗн ытларах сыхланмалла, тесе шутлатӑп эпӗ. Ҫар ҫыннисем хӑйсем хӑваласа ҫитсе вӗлернӗ Кроу йӑхӗнчи пилӗк ҫар ҫыннин пӑшалне тата вӗсем пуҫӗнчен ҫӳҫӗ-мӗнӗпех сӳсе илнӗ тирӗсене илсе килнӗ. — Станицӑра пултӑм, — сӳрӗккӗнрех тавӑрчӗ ывӑлӗ, винтовкине йӗннинчен кӑларса, ӑна ҫавӑркаласа пӑхса. Ку сасӑ мана ыратнинчен те ытларах хӑратрӗ. Эпӗ ӑна пӑхӑнмаллине ӑнланса, ром ӗҫсе ӑсран кайнӑ, чирлӗ пират ларакан ҫӗре ертсе кӗтӗм. Хуллентерех!.. Анчах халь тин кая юлтӑм — эпӗ аялалла вӗҫетӗп ӗнтӗ. Каҫхине 6 сехетре Ганс хӑйне тивӗҫлӗ шалу укҫине ыйтрӗ, пичче ӑна виҫӗ рейхсталер пачӗ. Кӑшкӑрнӑ сасӑсем вӑйланма пуҫласан, Павел ҫапла каларӗ: — Эпӗ, юлташсем, ҫав пӗр пуса тытса юлмалла мар тӑвичченех ӗҫе пуҫӑнмасӑр тӑма сӗнетӗп… Кӑвак лаша утланнӑ кӑвак ачана тата кӑвак йытӑсене питӗ хӑвӑрт ӳкерсе хурсан, эпӗ мулкача кӑвакпа ӳкерме юранипе юраманнине пӗлеймерӗм те канашласа пӑхма атте патне кабинета чупрӑм. — Хӑшӗн айӗнче алтмаллине ӑҫтан пӗлетӗн-ха эсӗ? Огнянов вӗсем патне пычӗ те:— Мӗн куртӑр эсир? — тесе ыйтрӗ. Хӑҫан та пулин эсӗ, Фелим, ҫавӑн пек лаша курнӑ-и? Вӑл та юханшыв патнелле ҫул тытать. Юр-рать… — терӗ. Санӑн аҫун вӑй пурччӗ, анчах мухтаннипе юхса тухрӗ. — Вӑл ҫывӑрать пулас, сирӗн преосвященство, — терӗ сержант. Анчах Пӑван куҫӗсене уҫрӗ. Николаевсен тиншӗкӗ пылчӑклӑ калушсене унран хывса илнӗ тата аттисене кухня ҫӗтӗк-ҫурӑкӗпе тасатнӑ вӑхӑтра, хӑй вӑл ӑшӑ ҫӗре кӗнипе тарланӑ куҫлӑхне, витӗрех мар куҫӗсем ҫывӑхнех тытса, тутӑрпа шӑлатчӗ, хӑна пӳлӗмӗнчен Александра Петровнӑн янӑравлӑ сасси илтӗнсе кайрӗ: — Степан, приказ илсе килчӗҫ-и-мӗн ҫак? Мӗскер йывӑрри пур-ха унта! Кирек епле чӗрчун та хӑйне ачашланине юратать, ачашласа пӑхакан ҫынна вӑл нихҫан та ҫыртмасть. — Abaio las armas! Ҫарти офицерӗн пурӑнӑҫӗ паллӑ ӗнтӗ. — Ҫук, ҫук, ытлашши нимӗнех те мар. Вӗсем алӑка таччӑн хупса лартатчӗҫ те тӗлӗнмелле шӑплӑхра сехечӗ-сехечӗпе ларатчӗҫ. Алӑсем пӗр харӑс мар, пӑт-паттӑн пулин те, ҫапах ҫӗкленчӗҫ. Чӑнах та, усалли ҫав таранах кӑмӑла каять-ши вара?.. Унти ученӑйсене эпӗ ҫак сӑмах ӑҫтан тухса кайни ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитертӗм. Ман шутпа, Лапута текен сӑмах вӑл лапаутед текен сӑмах пулать: лап тени хӗвел шевлисем тинӗс ҫийӗнче вылянине, аутед сӑмах ҫунат тенине пӗлтерет. Тельмарш сӑртран лапама анчӗ. Ҫапах та ҫавӑнтах хӑйӗн пӳлӗмне кайса унтан пӗчӗк кӗнеке илсе тухрӗ, сӗтел хушшине, лампа умне кӗрсе ларчӗ те йӗри-тавра пӑхкаласа, пӳрнине — «шӑп пулӑр!» — тенӗ пек ҫӗклесе вулама пуҫларӗ. Итлемен ҫыннӑн пуҫне турӑ хӑйӗн аллипе касса татма васкамасть пулсан, ӑна пулӑшма вара часах ытти жрецсем ҫитесси ҫинчен маориецсем аванах пӗлсе тӑраҫҫӗ. Ҫук, кун ҫинчен эсӗ ӗнтӗ луччӗ калаҫу та ан хускат пачах. Ну, каяр, каяр… Вӑрманта мӗн пулса иртнине пурне те пӗлетӗн. Манӑн хамӑн та пичче пур, санӑннинчен те пысӑкрах, вӑл санӑн пиччӳне ав ҫав хӳме урлӑ та тытса пеме пултарать. Вӑл тӗрлӗрен картинӑсем сутакан лавккари ӑпӑр-тапӑр хушшинче тепӗр чухне чаплӑ художниксем тунӑ картинӑсем тупӑнни ҫинчен нумай илтнӗ. Майданов пире хӑйӗн «Ҫынвӗлерен» поэмин сыпӑкне вуласа пачӗ (вӑл вӑхӑтра романтизм питӗ вӑйлӑ аталаннӑччӗ); вӑл поэмӑна автор хура хуплашкапа, пуҫламӑш саспаллисене юн тӗслӗ пичетлеттерсе кӑларасшӑнччӗ; Джемс Уэлдон сӑмахӗсенчен вӑл Халл капитан чаплӑ моряк иккенне, упӑшки ӑна шаннипе, «Пилигрим» Америкӑри кит тытмалли карапсенчен чи лайӑххи те ҫирӗппи, хӑвӑрт ҫӳрекенни пулнипе пӗлет. Эпӗ ӑна нимӗн те туман. Документсем уҫҫӑн кӑтартса пани умӗнче каялла чакма тытӑннӑскер, Совет Союзӗн айӑплаканӗ панӑ ыйтусемпе стена ҫумне хӗсӗнсе ларнӑскер, «Германин иккӗмӗш наци» ирӗксӗрех, шӑл витӗр, манӑн Тӑван ҫӗршывӑн вӗҫӗмсӗр анлӑ хирӗсенчи ҫапӑҫусенче, Хӗрлӗ Ҫар хыттӑн пыра-пыра ҫапнипе фашизмӑн унччен никама парӑнман темӗн пысӑкӑш ҫарӗ мӗнле арканса пыни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Кун йышши чӗрчуна чӗрӗллех тытни вӑл — ҫутҫанталӑка сӑнаса вӗренекен ҫыншӑн калама ҫук пысӑк телей. Ҫук, эп куратӑп, эсӗ ешӗл-ха, — тет мана яланах. Ҫак сӑмахсем мӗн тери тарӑн, иксӗлми йӗрӗнӗве палӑртнине пӗлес тесен, вӗсене мӗнлерех каланине илтесчӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна хӑйне курасчӗ. — Мӗн эсӗ, Ерофей Кузьмич? — терӗ Чернявкин. — Кама кӗтмелле? Аттин пӗркеленсе ларнӑ кунчисем калама ҫук аслӑ, кӗлисем ҫийӗнсе, чалӑшса кайнӑ, вӑл урисемпе крыльца урайне тымар ярса лартнӑ тейӗн, хӑйӗн упанни пек кӗлеткипе урай хӑмине пусӑрӑнтарсах янӑ. Тен, ку та, ун пекех, шӳшшӳлмен… Колхоз правленийӗн председателӗ, казак йӗнерӗ пек шалалла авӑнса кӗнӗ кӗске ҫурӑмлӑ вӑрӑм арҫын, йывӑр ӗҫсенчен хӑтарни ҫинчен тухтӑр ҫырса панӑ хутсене сулласа, куҫҫульпех виноградниксен тӗпӗсене ыран тепӗр хут ҫемҫетме тухма йӑлӑннӑ; ӑна тумалли пур сроксем те иртсе кайнӑ ӗнтӗ. Ҫакӑн чухне вӗсем питӗ сыхланса ӗҫлеҫҫӗ, кам та пулин ан асӑрхатӑр тесе, ялан пӗр енчен тепӗр еннелле ҫавӑрӑнса пӑхаҫҫӗ, пуринчен те пытанса ӗҫлеҫҫӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем хӑйсен пуянлӑхне ӑҫта пытарнине кӳршисем курасран хӑраҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ иккӗленместӗп, курнӑҫӑпӑр-ха эпир. «Пирӗн батюшка сана каҫарать», терӗҫ мана. Вӗт пирӗнтен сан ҫине никам та сурмасть те ӗнтӗ халь! — А мӗн тата — пуҫне пит ҫӗклет? — ҫиллессӗн ответленӗ Фома. «Пилигримӑн» вунпилӗк ҫулхи капитанӗн хӑрушӑ самантра каллех командир та, ертсе пыракан та пулса тӑма хал ҫитермелле. — Ҫывӑртӑр та-и? Вӑл виле пек илемсӗр те хӑрушӑ питсене, сӑрланӑ ҫӗрте ӗҫлекен хӑрушӑ чӗрӗ вилӗсене курнӑ. Каласа памӑнчи? — Эсир вара кам пулатӑр-ха Розалия Наумовнӑшӑн? Тепӗр кунхине пушартан ҫӗкленнӗ тӗтӗм сывлӑшра ҫӑра тӗтре евӗр курӑнса тӑчӗ, ҫирӗм утӑмра ларакан япаласем ним курӑнми пулчӗҫ. Сӑрапа шурӑ эрехе хутӑштарса тунӑ вырӑс коктейлӗ пурне те савӑнтарать, нихҫан та ӳксе курманнисене те ураран ӳкерет, ҫавӑра-ҫавӑра ҫапать. Малтан морякӑн туйӑмӗ анчах Джон Мангльса ҫанталӑк пӑсӑласса систерчӗ. Барометр ҫине пӑхса унӑн кӑмӑлӗ ахаль мар хускалнине пӗлсен, ҫамрӑк капитан тӑвӑл умӗн мӗн тумаллисене пурне те турӗ. Яхтӑн нумай йывӑрлӑхсем витӗр тухмаллине барометр малтанах пӗлтерсе хурать ӑна, тӳпе пӗлӗтсӗр тӑни барометр кӑтартнипе килӗшмест пулсан та, вӑл ҫав нихӑҫан ҫылӑха кӗмен япалана ҫапах та ӗненет. Сывлӑшри юхӑмсем атмосферӑн пусӑмӗ пысӑк ҫӗртен урӑх ҫӗрелле, сывлӑш шӗвӗрех тӑракан ҫӗрелле чупаҫҫӗ. Ҫав вырӑнсем пӗрне-пӗри мӗн чухлӗ ҫывӑхрах, ҫавӑн чухлӗ ҫилсем те вӑйлансах пыраҫҫӗ. Джон Мангльс вӑл каҫхине пӗчӗк кӗпер ҫинче ҫӗр каҫрӗ. Кунти климат саншӑн лайӑх мар пулас. — Джемма кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ те: — чӑнах та пулас ҫук, — тесе хушса хурса, йӑл кулса илчӗ. Шутласа пӑх-ха эс паян мӗн чухлӗ утнӑ, мӗн чухлӗ тӑпра чавнӑ, ҫапах та кӑмӑлӗсем пурин те лайӑх, халь тесен халь вӑрҫа кӗр. Авӑн ҫапнӑшӑн мӗн чухлӗ сӑптӑрса илнине манман-и-ха эсӗ? — Ҫук, паян ӗҫмен. — Ҫакӑн пек шухӑшсем пӗтӗмпех — кичемлӗхрен, ӗҫсӗр аптранинчен килеҫҫӗ. Лешӗ вара, йӳрӗк те ҫӑмӑлскер, вӑр-варскер, хӑйне урса кайсах тапӑнакан тупӑран пӑрӑнас тесе, калта пек авкалана-авкалана илет. Казаксен ушкӑнӗ шӑпланчӗ. Вӗсем хушшинче аманнисем нумай; унтан та ытларах, хуҫалӑх енӗпе тӑрмашаканнисем, вӗсем вара унталла та кунталла темӗн ҫӗклесе ҫӳреҫҫӗ, анчах ӑҫта вырнаҫтармаллине пӗлмеҫҫӗ — мӗн тумаллине пӗр Цимбал кӑна пӗлет. Портрет пӗтӗмпех уҫӑ, старик ытти япаласем ҫине пӑхмасӑр тӳрех ун ҫине, чаршав ӑшне пӑхать… Пӗр-ик минут каласан, хӑвах куратӑн, йӗкехӳресемпе ҫӗленсем, эрешменсемпе ытти мӗнпур чӗрчунсем тунсӑхласа ҫитнипе кӗшӗлтетсе тухаҫҫӗ. — Ҫа-апла, — мӑшкӑласа каларӗ приказчик, ман паталла утса пырса. — Каяс тетӗп ҫав. — Вӑл сана хурлантарчӗ-и? Татах тарӑхтарчӗ-и?.. Качча тухнипе савӑннӑ мисс Арабелла ытарма ҫук илемлӗ ларать. Вӑл нихҫан та ҫакӑн пек пулас ҫук!.. Осип Михайловича ҫакса вӗлернӗ хыҫҫӑнах Квейс комендант Ерофей Кузьмича хӑй патне чӗнчӗ, пӗтӗм Ольховкӑран мӗн чухлӗ налог пуҫтармаллине пӗлтерчӗ. Эсир вара? Майдан-Вилла ятлӑ вӑрман хуторӗсенчи колонист-нимӗҫсем пуян пурӑнаҫҫӗ. Вӑл каласа парӗ, эпӗ шантарсах калатӑп, унсӑрӑн эпӗ Жак та, Паганель те мар! — Вара вӗсем ӑна тивертсе хӑварнӑ, — терӗ Паганель. Хурисем Шуррисене Ҫӗр сывлӑшӗпе Вут сывлӑшне тухату вӑйӗпе усӑ курса ирӗке кӑларнӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Эппин, карап ҫинче вилесем ҫеҫ пулӗ. Вӗсем Голышевпа Будапештшӑн пыракан ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче тӗл пулнӑччӗ, унтанпа Горевӑн сӑн-пичӗ чылай начарланнӑ, ҫавӑнпа та халӗ вӑл ун чухнехи пекех илемлӗ мар пек туйӑнать Голышева. Тупӑ ҫаплипех ватса-ҫӗмӗрсе ҫӳрет. Петр, чӳречене хӑйӗн сарлака пӗвӗпе хупласа хурса, пуҫне тулалла кӑларса пӑхрӗ. Сайра хутран, питӗ сайра хутран анчах хулӑн пиртен ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ мӗнле те пулин чухӑн ҫӗр улпучӗ темле ҫӑмӑл урапапа шалтӑртаттарса, ҫӑнӑх миххисен хушшинчен пӑхкаласа тихаллӑ турӑ кӗсрине ҫаптарса иртсе каять. Анчах асту, эпир пырсан, пирӗн еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑр, турӑ ан хуштарах сана эпир чашӑка мӗн хунине пӑхма! — Никам та хӗрхенмест! — шухӑшларӗ вӑл. Йытӑ шӑршипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнать, вара вӑл арласа ларнӑ ҫӗртех сурчӑкпа чыхӑнма пуҫлать. Мана! — Ҫапла, Бенедикт мистер, сахалтан та вуникӗ фут ҫӳллӗш кӑткӑ йӑвисем. — Хӗнет. — Санран ыйтаҫҫӗ, манран мар. — Клаузевиц каланинчен-и? — Пытарнӑ чух полици тӳпелешрӗ, пӗрине тытса кайрӗҫ! — терӗ малалла амӑшӗ лӑпкӑ кӑмӑлпа. Разметнов лӑпкӑн та шухӑшлӑн калаҫма пуҫларӗ: — Эсӗ тӗрӗс калатӑн, асанне! Ҫак вӑрҫӑ ак мӗн пирки пуҫланса кайрӗ. Эпӗ капитана ман истори ҫине халӑх ҫаврӑнса пӑхӗ-ши, терӗм. Совет артиллерийӗ питӗ тӗрӗс, нимӗҫсем пек уйрӑм площадьсем тӑрӑх мар, паллӑ тӗлсене: батарейӑсене, атака тума хатӗрленнӗ танксемпе пехота пухӑннӑ вырӑнсене, ҫӗр айӗнчи боеприпас нӳхрепӗсене, блиндажсемпе команднӑй пунктсене персе аркатрӗ. — Каллех ҫухалса каяс марччӗ, — тенӗ вӑл салхуллӑн. Ҫур ҫӗр те ҫитменччӗ-ха, эпир завод патнелле уттартӑмӑр, Джима ӗҫлеме лартса хӑвартӑмӑр. Лампӑн йӑваш ҫути унӑн шап-шурӑ мӑйӗ курӑнмалла ӳкрӗ. Миххи пысӑкчӗ, хӑй ҫӗклесе килчӗ, мана памарӗ. Пӗтӗм масарӗпех кивӗ вилтӑприсене ҫумкурӑк пусса илнӗ. Йӗкехӳресем пирки тӗрӗсех калать вӑл. — Ҫук, атте, пухсах ҫитереймен-ха, — терӗ вӑл сасартӑк, хытӑ сасӑпа, — пухма тытӑнатӑп кӑна. Виҫӗ пӑлхар, Цанко кӳршисем, Стойко пичче ӳтне паласпа чӗркесе ҫӗклесе кӗретчӗҫ. Павлюковецсем ҫине пур енчен те старшинасем йытӑсем пек сиксе ӳкрӗҫ. Пӗчӗк чӗпписем, хыпаланса ӳксе амӑшӗсен хутаҫҫисене кӗрсе ларчӗҫ те, вара мӗнпур кӗтӗвӗпех картланса сунарҫӑсенчен таҫта ҫитичченех тарчӗҫ. Коллектив бюровӗ хӑйне бюрона кӗртме шухӑшланине пӗлсенех, Корчагин отсекр патне пычӗ те вӑл ыйтӑва, Окуневпа килӗшсе татнӑ тесе шантарсах каласа, повесткӑран кӑларса пӑрахтарчӗ. Сирӗн пек дворян йышшисем ырӑ йӑвашлӑхран, е ыррӑн вӗресе илнинчен малалла кайма пултараймаҫҫӗ, ку нимӗнех те мар. Хӑратсах пӑрахрӑн мана. — Чим-ха, эсӗ вилнӗччӗ-ҫке! — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Вӑл чӳрече патӗнчи пукан ҫинче шухӑша кайса хулӑм пирус туртса, тӗтӗм пӗлӗчӗ ҫинче тинкерсе пӑхса ларатчӗ. Хӗвел шӑпах тӳпене хӑпарчӗ. — Питӗ сахал пӗлетӗр-и?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Туземец ҫӳҫне кастарсан, хӑйӗн ӳтне тӗрлеттернӗ пулсан, вӑл хӑйӗн валли кимӗ, ҫурт тума тӑрсан, вӑл чирлесе йывӑр выртсан, юлашкинчен, вӑл вилсен — пур вӑхӑтра та ун ҫине табу хураҫҫӗ. — Шуйттан патне вӑл укҫана! — тесе кӑшкӑратчӗ тир-сӑран тӑвакан ывӑлӗ. Танк тӑрук ҫаврӑна-ҫаврӑна илсе, унталла-кунталла-сиккелеме тытӑнчӗ, пӗтӗм уй-хире ҫӗмӗрсе, уласа, каялла ыткӑнчӗ, чарусӑр вӑйпа вут-ҫулӑма хӑй ҫинчен силлесе тӑкса, чӗрчун пек хӑй пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма хӑтланчӗ. Джонни кунта та ӑсталаннӑ, мӗншӗн тесен фабрика ӑна хӑйне те шӑпах машина тунӑ. — Ҫук, санӑн та авланмаллах, — хирӗҫлерӗ Валя, — итле-ха, — кӗтмен-туман ҫӗртенех хавхаланса кайрӗ вӑл, — астӑватӑн-и, эсир ман пата пӗрре зоопарка пынӑччӗ, Катя хӑйӗн хӗр тантӑшӗпеччӗ? Утрав ҫине хӑпартсан, мана ҫынсен ушкӑнӗ ҫавӑрса илчӗ. Пӳлӗме Стручков пырса кӗчӗ те унпа калаҫма тӑчӗ, анчах ответ кӗтсе илеймесӗр, пуҫне сулкаласа тухса кайрӗ. Апла пулсан, атьсемӗр, капиталистсемпе генералсене ярса тытӑр та чӗрне айне хурса лапчӑтӑр! Кӑнтӑрла Алексей, пичӗпе минтер ҫине тӑрансан, шӑппӑн выртнӑ. — Эсир, Чезаре, эпӗ ҫапсан унӑн сӑн-пичӗ мӗнле пулса тӑнине курсан, ун пек каламан пулӑттӑр. Шуйттан пумилккине асӑнма-и?» Эпӗ ещӗк ҫӳлелле ҫӗкленсе кайнине, унтан малалла пит хӑвӑрт кайнине туйрӑм. — Каларӑн тата! — терӗ профессор ман самӑхпа килӗшмесӗр. — Куҫарни! Лешӗ нимӗнех те асӑрхамарӗ. Татьяна Ильинична пуҫне усрӗ, куланҫи туса хӗрелсе кайрӗ. — Ай-яй! — ҫухӑраҫҫӗ марсиансем. — Тӑр ӗнтӗ, халер, — силлет ӑна хулпуҫҫийӗнче тытса Саломыга, — кая юлатпӑр, пуҫлама вӑхӑт. Ӑна кӳрентерме юрамасть, вӑл япӑххине курмасть, хаяррине — ӗненмест. Хула кӑштахлӑха лӑпланчӗ, анчах кӗҫех каллех пӗринчен тепри хӑрушӑрах сӑмах-юмах сарӑлма пуҫларӗ. Хулана батальон хӑварӑр, унӑн вӑрҫӑ участкин командирӗн, Н. полк командирӗн аллине куҫмалла. Ҫакна эсир манран лайӑх пӗлетӗр! Патшашӑн хӑйшӗн тата епле вӑхӑт пулнӑ! Этем куҫӗсем ҫав тери хӑрушӑ пулма пултарнине эпӗ унччен нихҫан та курманччӗ. Ак ҫакӑнта, — аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе тытрӗ вӑл, — чӗремре туятӑп. Голова, паллах, хӑй килӗнче хуҫа ӗнтӗ, кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ вӑл, йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ шӑлаварпа. — Уйрӑмлӑхӗ пысӑк-и вара? — тесе ыйтрӗ Дик. Ҫак сӑмахсем, Крэнкбиль вӗсене тарӑхса ҫитнипе мар, ним тума аптӑранипе ҫеҫ каланӑ пулин те, 64-мӗш номерлӗ полицейскине кӳрентернӗ. «Шурӑ Акӑш» гостиницине Санин кӑмӑлсӑртарах пулса таврӑнчӗ (кунта вӑл хӑйӗн япалисене залра хӑварнӑ). Акӑ ҫитрӗмӗр те… Ҫакна тупиччен пӗчӗк планетӑсене пурне те тупса пӗтернӗ тесе шутланӑ. Анчах 1845 ҫулта астрономипе интересленекен пӗр ҫын пиллӗкмӗш пӗчӗк Астрея планетӑна асӑрханӑ. Вӗсен урисем, кӑшласа пӗтернӗ чӗрнеллӗ вараланчӑк аллисем, Оперовӑн пиллӗкмӗш пӳрни ҫинче вӑрӑм ӳссе кайнӑ пӗр чӗрне, кӗрен кӗпесем, кӑкӑрлӑхсем, пӗр-пӗрне кӑмӑллӑн каланӑ ятлаҫуллӑ сӑмахсем, таса мар пӳлӗм, Зухин, сӑмси шӑтӑкне пӳрнипе хӗссе хурса, ӑна вӗҫӗмсӗр нӑшлаттарни, уйрӑмах хӑйсене манер калаҫнисем, сӑмахсене урӑхларах пӗлтерӗшпе, хӑйне евӗрлӗ сасӑпа каланисем, — ҫаксем пурте манра курайманлӑх туйӑмӗ вӑратаҫҫӗ. Килеҫҫӗ те килеҫҫӗ, яланах пӗрре — пар та пар: пӗрне — дача, тепӗрне — кӗрмен, виҫҫӗмӗшне — тата темӗн… Куҫлӑхӗ ҫийӗпе аялалла ним ҫӳҫенӳ-туртӑнусӑр тинкерсе пӑхса, Ромашов енне вӑл хӑйӗн, ҫӗрмесӗр типнӗ ӳт татӑкӗ евӗр, йӑлт пӗркеленсе пӗтнӗ, хуралса ларнӑ пӗчӗк-пӗчӗк аллине тӑсрӗ те тӳрех тутаран тӗкрӗ. — Ҫав хутсене ӗненӗр, — эпӗ халӗ вӗсемшӗн, тен, вилсе выртӑп, мана хӗнерӗҫ, асаплантарчӗҫ, эпӗ вӗсене ӑҫтан илнине пӗлесшӗн пулчӗҫ, татах та хӗнеҫҫӗ-ха, — пурне те тӳссе ирттеретӗп… — Хӑй ҫавӑн пек ҫуралнӑ ӗнтӗ. Чиркӗвӗн яланах ҫурма тӗттӗм пулакан аяккисенчи пӳлӗмӗсене ҫуртасемпе тата монах орденӗсен факелӗсемпе ҫутатнӑ. Ним тума пӗлмесӗр, Гальвей ҫынни хуйӑха ӳксе чарӑнса тӑнӑ. Хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче каберне сортӗнчен тӗнчипе ҫук чи лайӑх бордо эрехӗсем тӑваҫҫӗ, эпир унтан портвейн тӑватпӑр, вӑл вара Португалири чи аван маркӑсенчен те кая юлмасть. Ун валли законлӑ майпа паспорт тупасси ҫинчен шухӑшласа тӑмалли те ҫук. — Мӗн тери хӳхӗм! — терӗ княгиня, пуҫне сулкаласа тата сӑмахӗсене кама каланине палӑртмасӑр. Ӑҫта курнӑ-ши? Эпӗ час-часах кураттӑм: уксахланӑ пек сулланкаласа вӑл, гимназистка пек, кӗнекесене чӗн пиҫиххипе ҫыхса лартса, дамба тӑрӑх вӗт утӑмсемпе утса пыратчӗ, хӑй простӑскер, кӑмӑла каяканскер, ҫӗнӗскер, тасаскер, пӗчӗк аллисене перчатка тӑхӑннӑ. Час-часах вырӑс савӑнӑҫӗнчен кӗтмен ҫӗртен сисмелле те мар хаяр драма пула пула тӑрать. Яланах «кӑкӑр хӗртнипе» аптӑракан мӑн ҫынсем валли содӑпа магнези, пӗчӗк ачасем валли бобковая мазь тата вар-хырӑм шӗветмелли илмешкӗн эпӗ час-часах провизор патне чупаттӑм. Вӑл ӗнтӗ мана ВСП-ра тӗл пулнӑшӑн савӑнчӗ те, хӑй те ман пекех аманнӑ тесе мухтанма ӗлкӗрчӗ — тем те пӗр каларӗ. Тӗрӗссипе каласан, ун ҫинчен Татариновсен килйышӗнчен Николай Антонычран пуҫне ыттисем калаҫсах та каймастчӗҫ. Ун чӗркуҫҫисем чӗтрерӗҫ, куҫне темле типӗ тӗтре хупларӗ. Унта тепӗр чухне, хӑйсене питӗ тимлӗн сӑнанӑ пирки, ҫынсен куҫӗ умӗнче калаҫасшӑн мар пулса, питӗ чаплӑ та вӑйлӑ ҫынсем вӑрттӑн тӗл пулса пӗр-пӗринпе калаҫса канашланӑ. Картла вара ӑста вылять. Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗчӗ:— Эх, мӗнле ухмах эпир иксӗмӗр те! Вӑл хӗрӳллӗн те аллисене сулкаласа калаҫать; анчах та кирлӗ сӑмахсем тупаймасть пулмалла, чӗлхи ҫине килекен сӑмахсем пурте унӑн чӗри патне пырса капланнӑ шухӑшсене пӗтӗмпех каласа пама ҫителӗксӗр пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑл пӗр тӑтӑшах йӑл та йӑл кулать. Озеров ӑна пӳрнипе юнарӗ. — Ирсӗр, тесе каласшӑн-и эсӗ? Светтуй Варфоломей хыҫҫӑн ытти гравюрӑсем те таткаланса пӗтрӗҫ. Ҫав самантрах Иван Никифорович те ун ҫине пӑхса илчӗ!.. Ҫук!.. пултараймастӑп!.. Парӑр мана урӑх перо! Манӑн перо ҫемҫешке! ку картинӑна ҫырма май ҫук ун пек хӑйпӑнчӑкпа. — Ҫук, ҫав вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ вӗсем, — терӗ вӑл. Чуп тӑвассу килмест пулсан, шуйттан ҫӑтса ятӑрах сирӗн султанӑрпа унӑн ирсӗр ушкӑнне те пӗтӗм гаремри йытисене!.. — Манӑн сирӗнпе пит пысӑк сӑмах пур, — терӗ вӑл. Пӗр больницӑна кӗретӗп — унта больница та мар иккен, амӑшсем ача ҫуратмалли ҫурт; пӗр пӳлӗмӗнче хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа ӗхлете-ӗхлете ҫухӑраҫҫӗ, тепринче — вӗт-шакӑр ачасем кушак ҫурисем пек макӑраҫҫӗ. — Чупсах килетӗп! Эпӗ карап ҫаврӑннӑ май румпель ҫинчи пӑхӑр йӑлтӑртатса илнине куратӑп. — Траектори, дериваци… Хӑвах пӗлетӗн, мӗнлине? — пит-куҫне чалӑштарса илчӗ Ярцев. Мальц 30-мӗш ҫулсенче пурӑннӑ Франкфурт литераторӗ пулнӑ, вӑл хӑйӗн вырӑнти чӗлхепе ҫӑмӑллӑн ҫырса пӑрахнӑ кӗске комедийӗсенче ҫавӑнти, Франкфуртри, ҫынсен сӑнарӗсене кӑштах кулса, тӑрӑхласа кӑтартнӑ. Сасартӑк Том пуҫне шухӑш пырса кӗчӗ:— Эпӗ пӗлетӗп кам анса кайнине. Эпир анса кайнӑ! — терӗ вӑл. Пистолета мана стана ҫитсен каялла тавӑрса паратӑн. Ташланӑ пек урисемпе тӑпӑртаттарса кукаҫей пырса кӗчӗ, ачан хуш куҫӗсене пӳрнипе хуллен тӗккелесе пӑхрӗ; кукамай ҫиленсе каларӗ: — Мӗн ҫуман аллусемпе тӗккелетӗн? — терӗ. Тен, телейлӗ пурнӑҫа урӑхла майпа тума пулать пулӗ, анчах эп вӑл майсене — тӳрех калас килет — хам та йышӑнман пулӑттӑм. Сана юрӗ-и вара вӑл?» Шукӑль ҫӳрессине ҫак ҫын пачах тиркенӗ пек пурне те ним капӑрсӑр, хитре мар тенӗ пекех тунӑ. Вӑл хӗрӗн ҫемҫе хулпуҫҫине сылтӑм аллипе ҫаплах хытӑ пӑчӑртать, унӑн ҫамрӑк ӳчӗн ӑшшине, ҫӳҫӗн тутлӑ шӑршине туять. Ку — эпӗ-ҫке-ха, слобода пуҫлӑхӗ!» — тесе кӑшкӑрать. — Юрать, — терӗ маркиз. Станицӑран тухсан, пӗр ҫирӗм ҫухрӑма яхӑн, Нагульнов сиккипех чуптарса пычӗ, Виле тӗмески тӗлне ҫитсен тин вара хӑйӗн лутра хӑла лашине чарчӗ. Унтан вара — чылай вӑхӑт хушши ҫӳресен, тейӗпӗр-и — Стерлегов сӑмсахӗнчен пуҫласа Пясина шыв пырӗ патне пырать, унта ватӑ ненец нартӑсем ҫине вырнаҫтарнӑ кимме курать. Пирӗн ниҫта та васкамалла мар-ҫке, атя пӑхкалар. Эпӗ выҫӑпа вилем те, анчах ҫиртен ним те илместӗп! — Ровоама хаджи пулмасӑр кам пултӑр? — терӗҫ ҫавна хирӗҫ. — Уездри лекарь пуласса эпӗ сире пӗлтернӗ ӗнтӗ. Тихо Браге 1601 ҫулта вилнӗ. Анчах ан хӑра, тата шан мана. Анчах вӑл хура пулман. Вӑл хӑш-пӗр чух тимӗр шапан е хӗлле тытнӑ сӑсар тӗсӗнче тӗл пулакан илемлӗ ҫутӑ хӑмӑр тӗс пулнӑ. Мӗнле-ха эсӗ? Эпир, ӗлӗкхи ҫарта варпа аптӑрасан, яланах ҫавӑнпа хӑтӑлаттӑмӑрччӗ. Эпир унпа пӗрне-пӗри часах ӑнланса лайӑх юлташлантӑмӑр, мӗншӗн тесен туслашма пултараймастӑп эпӗ: икӗ тусран пӗри кирек хӑҫан та теприн чури пулать, хӑйсем акӑ, ҫавӑн чури пултӑм-ха, тенипе килӗшеҫҫӗ пулсан та: — эпӗ чура пулма пултараймастӑп, хушма ку яхӑнта халӑм ҫук, хушасси — ывӑнтаракан ӗҫ, мӗншӗн тесен унпа пӗрлех тата улталасси те пулать; питех кирлӗ пулсан, манӑн тарҫӑсем те, укҫам та пур! Пиратсем курӑнми пулсанах эпӗ кӗсъере чиксе ҫӳрекен инҫете кӑтартакан трубана кӑларса пӗтӗм таврана пӑхса тинкертӗм те, кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче темиҫе утрав пуррине асӑрхарӑм. Любовь Маякина вӑл вӑхӑтра темӗнле пансионӑн пиллӗкмӗш класӗнче вӗреннӗ. — Манӑн алӑсем тырра тунсӑхлаҫҫӗ, — тӑсрӗ малалла Городцов. Эсӗ, христианин пулсан та, турра ӗненместӗн. Икӗ сехетчен кӗтрӗмӗр садра. Хӑш-пӗрисем тикана пӑшалпа та тӗллекелерӗҫ, юрать-ха вӗсене Огнянов чарса ӗлкӗрчӗ. Хӑйсен арӑмӗсемпе хӗрӗсене борт ҫине илсе кӗнӗ. — Эсир курнине курнӑ пулсан, ҫак ыйту усӑсӑр пулнине ӑнланса илнӗ пулӑттӑр. Шуррисене те, кӑваккисене те тултарса паратӑп, хам кӑвакки пулсан та. — Пӗрре кӑна мар гарпунҫӑ пулма тивнӗ мана, — калаҫрӗ малалла Халл капитан. Полозов утма пуҫларӗ, Санин унпа юнашар пычӗ. — Сирӗн патӑрта эпӗ вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта Филипспа пӗрле хӑналантӑм, — аса илтерчӗ вӑл герцога, — Филипс сиртен Наполеонӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне сутан илчӗ. Пӗлес килет пулсан, эпӗ ӑна халь те юрататӑп-ха, темиҫе минут хушши савӑннӑшӑн ҫав тери тав тӑватӑп, уншӑн хам пурнӑҫа татмашкӑн хатӗр, ҫапах та унпа кичем мана… Ярса пуҫмассерен унӑн ҫӗре тӑсӑлса выртасси килчӗ, выртсан вара урӑхран тӑман та пулӗччӗ. Эс ан пӑшӑрхан ҫеҫ. Павел Петрович пуринпе те, паллах, Митяпа та, чуптуса тухрӗ. Фенячкӑнне вӑл унсӑр пуҫне аллине те тытса чуптурӗ. Кунта вӑл алӑ пама вӗренейменни курӑнчӗ. Вара, иккӗмӗш хут тултарнӑ бокала ӗҫсе, тарӑннӑн сывласа ҫапла каларӗ: «Телейлӗ пулӑр, тусӑмсем! — Ӑҫтан килсе тухрӗ-ха вӑл кунта!» Павел Петрович хӑй шӑлнӗне вӑл яла пурӑнма куҫнӑранпа та курман. Эпӗ хам та сигаркӑна ытларах преферанс паратӑп та, анчах ӑна пирӗн тӗттӗм кӗтесре тупма питӗ хӗн. Урӑх ҫын кам ҫавна тума пултарнӑ-ха? Индире пӗр ҫуллӑха ҫӗр айне чавса хунӑ иог-фокусниксене курнӑ вӑл, кайран ҫав фокусниксем, нимӗн те пулса иртмен пек, сывах тухнӑ пулать вара, Китайра чухне чи тутлӑ ҫимӗҫ — ҫӗрӗшнӗ ҫӑмарта ҫинӗ иккен вӑл; Ӑнлантӑн-и, эпӗ ҫапла илтрӗм… Пирӗн пӗтӗм штата илсе пӑхсан та, унӑн сӑнӗ-пичӗ вӑрӑ-хурахсен евӗрлех, теҫҫӗ, ку таранччен ӑна епле ҫакса вӗлермен-ши тесе тӗлӗнеҫҫӗ. Пурте каларӗҫ. Халӗ эпӗ чӑннипех аса илтӗм. Тытӑнмасӑр ара! Билл вӑрман еннелле тӳртӗн тӑрать те йывӑҫсем хыҫӗнчен курӑнса кайнӑ ҫынна курмасть. Алексей ҫӗкленчӗ те, вӑл кӑвакарса кайса, лӑпкӑн, сывламан пекех выртнине курчӗ. «Тӑр, ырӑ ҫыннӑм, — тет. Тӗрӗссипех йышӑнас пулать, поэзи тӗлӗшпе вӗсем ытти пур халӑхсенчен те иртсе кайнӑ: поэзире вӗсем витӗмлӗ танлаштарусем туса мӗн пулнине ҫав тери тӗрӗс ҫырса кӑтартаҫҫӗ, вӗсен поэзийӗ пек урӑх нимӗнле халӑх та ҫырма пултараймасть. Эпӗ пуҫӑма тайрӑм. Каяр-и апла пулсан? Ку Луиза шӑлнӗн ячӗ пулнӑ. Хулари пӗртен-пӗр театрта килнӗ хӑнасен ячӗпе питӗ чаплӑ вечер туса ирттерчӗҫ. Сирӗн тавлашу мӗн ҫинчен пынине пӗлместӗп, ҫапах эсир ӑна апла та капла та ҫавӑрнине куратӑп… Кӗр ҫывхарнине палӑртакан вӗтӗ ҫумӑр ҫӗре кахаллӑн йӗпетрӗ, Окари сарӑ шыв ҫийӗ шатраланса тӑчӗ; ӑшчике пӑтратмаллах ӑшӑ сывлӑшра Яков Артамоновӑн кӑмӑлне тата ытларах кичемлетекен темле япала пулчӗ. Ворошилов чаҫӗсенчен пӗринпе вӑл Морозовски — Царицын еннелле ҫул тытрӗ. Макар Нагульнов, Любишкин тата ыттисем Воронежа ҫитрӗҫ. — Контакт! — Ним шутласа тӑмалли те ҫук, — терӗ кил хуҫи арӑмӗ сиввӗн. — Ӑҫта выртать вӑл? Ку уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ усал чӗреллӗ хаяр хӗрарӑма. — Пу… пулӑ тытатпӑр… — тесе мӑкӑртатрӗ Ефим, пуҫне ҫӗклемесӗр. Давыдова курсан, пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ. Ҫапах та темле шкул ачи мана мӑйӑрпа вӑрӑнтарчӗ. Хӑвӑр ҫыннӑрсене ҫав лашасемпе мулсен пуҫӗсене чӑркаса лартма хушӑр, ахалӗн выльӑхсем суккӑр пулса, урса каяҫҫӗ. Астӑватӑп (ҫӳлти патшалӑхра пултӑр), вӑл хупахран килет, эпӗр ун хыҫӗнчен: «Мучи, мучи! мӑйӑр пар-ха» тесе ыйтатпӑр, вӑл пире мӑйӑр валеҫсе парать. Вӗлерӗр мана… пӗтем пӗрех-хут… Кӗскен каласан, ыйтатӑп сиртен, пирӗн пата ан ҫӳрӗр. Ун ҫинчен эпӗ кӗнекесенче вуланӑ, пирӗн те, паллах, ҫавӑн пек тума лекет. — Акӑ тата, — хушса хучӗ Шубин, тепӗр пӗчӗк кӗлетке ҫинчен ҫиттине салтса, — художник, ҫӗнӗ эстетика тӑрӑх, хӑйӗн чӗринче пур тӗрлӗ ирсӗрлӗхсене, ӑмсануллӑ тивӗҫлӗхӗпе усӑ курса, ҫав тери паха произведенисем тума пултарать пулсан, эпир, ҫак иккӗмӗш номерлӗ ытармалла мар кӗлетке туса, джентльменла мар, en canaílle тавӑртӑмӑр. Камран иккенне пӗлместӗн-и? — Эсир пӗлетӗр-и, — терӗ Белецкий, — ҫак Устенькӑна тумлантарас та кӑштах тасатас, ачашласа усрас пулсан, вӑл пирӗн чипер пикесенчен пуринчен та аванрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫак ҫынсем хӑйсене чӗнекен ҫынран начартарах тумланнӑ, вӗсем ун тарҫисем пулас. Хуҫи темскер каларӗ те, вӗсем эпӗ пытанса ларнӑ пусӑри урпана вырма тытӑнчӗҫ. Тата ӗҫӗ те кунта пӗр пусра мар, ӗҫ — манӑн тенинче, манӑн пӗр пус, апла-тӑк, ытах та хам пӑрахса памасан, никам та ӑна пырса ан тӗкӗнтӗр, — ак ӑҫта вӑл ӗҫ… Тӑмлӑ ҫӗр фургона тӗреклӗ тытса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл пӗчӗк форт пекех туйӑнать. Ун хыҫӗнче икӗ молдаванка лараҫҫӗ; иккӗшӗ те ҫӗтӗк-ҫатӑк, хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫсе кайнӑскерсем, вӗсем те ӳсӗр сассисемпе нӑйкӑлтатаҫҫӗ. — Ҫак ӗҫе тума тытӑнӑпӑр та, ӑна ҫӑмӑлтарах пулӗ! — терӗ амӑшӗ шухӑшлӑн та хуллен. «Леш ура пиркиех: мӗнле татма пултарнӑ-ха ӑна?» — тет. Мӗн шухӑшлатӑп, хӑй тӗллӗн татӑлман ӗнтӗ вӑл тетӗп, кам та пулин татнах ӑна тетӗп. Пӗр минутлӑха пурте шӑпланчӗҫ. Куратӑп: ҫӗр ҫумӗнчех решеткеллӗ пӗчӗк чӳрече… пӳрт чӳречи… Тоня кула-кулах тура илчӗ те Павелӑн ҫӑмламас пуҫне хӑвӑртрах тураса якатрӗ. Эпӗ нимӗнле алмаз та курмарӑм, Том Сойера та ҫаплах каларӑм. — Ҫапла мӗн те, пирӗн апла пулмарӗ, — тенӗ Ваҫили Андрейч, лашине тӑратса. «Чи малтан, каласа парам сире, паян питӗ лайӑх ҫанталӑк…» Кам каларӗ сана? — вӑртах ҫаврӑнчӗ Стефчов. — Артур хӑйӗн аллисене чӑмӑртаса тытрӗ. Унӑн алӑсене ҫапла чӑмӑртас яланхи йӑлине Джули «вӑл ют ҫӗршыв ҫыннисен йӑли ҫеҫ пулать» тесе шутланӑ. — Нянька тумалла! — Анчах вӗсем ҫав тери пӗчӗкҫӗ, вӗсене тинӗс хурт-кӑпшанки теме те май пур. Тӑшман куб патнерех пӗр утӑм чакрӗ те шӑртланнӑ Павка ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Тӗрме хыҫҫӑн хӑрӑмпа хуралса ларнӑ тимӗрҫ лаҫҫисем мӗлтлетсе юлчӗҫ, унтан — пысӑк чул муклашкисем купаласа карта тытнӑ илемлӗ симӗс масар; карта леш енчен симӗс чие йывӑҫҫисем айне пытаннӑ шурӑ хӗрессемпе палӑксем мӗлтлете-мӗлтлете курӑнчӗҫ, аякран вӗсем шурӑ пӑнчӑсем пек туйӑнчӗҫ. «Вӑхӑт ҫитеймерӗ-ши, кирлӗ вӑхӑт ҫитнӗ пек те». — Ав, мӗнле, улпутӑм, — терӗ Туман ман еннелле ҫавӑрӑнса: — Мускав ҫывӑхӗнче пулсан юрать хӑть, вӑл пур кунта та куланай ҫине куҫарнӑ. Чугун пекех янӑрать… — Хӗр ҫырӑвӗсем-и кусем? — салхуллӑн ыйтрӗ «Метеорологи сержанчӗ», хӑй ҫав тери хӗрелсе кайрӗ, унӑн куҫ хӑрпӑкӗсем куҫҫулӗпе йӗпенчӗҫ. Вӗсене пирӗн асаттесем лартса хӑварнӑ. Хорь сахал калаҫать, кула-кула хӑй ӑшӗнче ытларах шухӑшлать; — Сӑмах паратӑп. — Ӑҫтан пӗлен эпӗ Ромашов патӗнче пулнине? Хӗвел те типӗ, вӗри ҫанталӑкри пек хӗртсе ҫунса тухмасть; тӑвӑл пулас умӗнхи пек тӗксӗм хӗрлӗн курӑнмасть, уҫӑ ҫиттипе йӑвашшӑн тухса ачашлать, ука евӗрлӗ йӑлкӑшакан хӑю пек ансӑр, ҫӑмӑл пӗлӗт айне кӗрсе каять. Фермӑри тӗп ҫуртӑн тӑррине пурте терраса тунӑ, вӑрӑ-хурахсем ҫӗмӗрме килсен, фермӑн ҫыннисем ҫавӑн ҫӳллӗшӗнчен персе тӑраҫҫӗ. Ан шиклен. Вӑл арӑмӗ ҫине тимлӗрех пӑхса илсен унӑн пичӗ ҫинче вӑл кӑштах кӑмӑлсӑрри палӑрчӗ, вӑл вара: — Чӑнах та выляса ятӑм-ши? — тесе те мӑкӑртатрӗ. Пӗр сехет хушши ытла вӑйлӑ юр, чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр пек, чалӑшшӑн ҫаптарса ҫунӑ, унтан вара тӑман тухнӑ та улама тапратнӑ. Шлепкисем хӑйсен пуҫӗсем ҫинче мар, пуҫӗсем хӑйсен вырӑнӗсенче мар! — Унтанпа пӗр эрне ытларах иртнӗ. Вӑл хурланса калама пӑрахатчӗ. — Ну, виҫҫӗ! Ҫав юпа мӗн ҫӳлӗш пулнӑ пулӗччӗ-ши? Ну, эпӗ ҫак дудак ҫине сиксе лартӑм. Мишкӑпа иккӗш вӗсем пӗрле ӗҫлеме тытӑнчӗҫ. Аванах ӗҫлесе илме пуҫларӗҫ. Часах пунш хуранӗ ҫумӗнче пӗр ывӑҫ кӗл, ҫурӑм шӑммин темиҫе татӑкӗпе ҫулӑм ҫӗнтереймен, йывӑр шӑршлӑ хӑрӑмпа хуралнӑ алӑ-ура шӑммисем ҫеҫ юлчӗҫ. Юлашкинчен, ман сӑмахсене куҫарса паракан джентльмен ытти ҫыннисем пурте ӑна эпӗ йӑнӑш шутланисем пирки асӑрхаттарни ҫинчен, ҫакӑн пирки вӗсем мана ӑнлантарса пама хушни ҫинчен каласа пачӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл хӑй мана кӑштах каҫарни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл хӑйӗн укҫи ҫинчен, тата лавкипе пӳрчӗ, илнӗ япаласемпе сутмаллисем ҫинчен тата Мироновсем мӗльюн тытни ҫинчен астуса илет; мӗншӗн ҫав Брехунов Ваҫилийӗ хӑй халиччен тунӑ ӗҫсене туса пурӑннӑ-ши? Унта тӑваттӑмӗш каналӑн шупка хӗрлӗ, ҫав тери сарлака, чечекленекен йӑрӑмлӑ-йӑрӑмлӑ шывсӑр ҫырма тӑсӑлнӑ; калча евӗр ӳсен-тӑран тӳп-тӳрӗ йӗрсемпе выртать. Ханкӑрсенче вӗсем хӗллехи сивӗ ҫанталӑкран ҫӑлӑннӑ. Анчах та акӑ инҫетре шурӑмпуҫ курӑнса каять, — тата темиҫе самант иртет, вӑл шурӑмпуҫ мар иккен, пин-пин ҫутӑпа ҫиҫсе тӑракан хула ҫуттисем, вӗсем ҫӗр те пӗр тӗслӗ, ҫӗр те пӗр евӗрлӗ… Цимбал ҫурчӗ патне ҫитичченех, пӗр япаларан шалт тӗлӗнсе хытса кайнипе, вӑл лашине хуллентерех уттарма тытӑнчӗ. Жухрай хӑйне пулӑшакан кочегара динамомашинӑна мӗнле тунине ӑнлантарса парать, ӑна ӗҫе вӗрентет. Вӑл аса илме тӑрӑшрӗ… — Эпир ӗнтӗ, чӑннипе калас пулсан, Воропаевпа Горевӑн тахҫанах пӗрлешмелли ҫинчен хамӑр хушӑра темиҫе хутчен те калаҫнӑ. Хӗвелтухӑҫӗнчи горизонта пӗр йӗрке сӑртсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, ҫавӑнтан вара Ика-на-Маорине Кук проливӗнчен пуҫласа хӗвелтухӑҫӗнчи залива ҫитиччен каҫакан Ваихити-Рэндж сӑрчӗ пуҫланса каять. — Лозневой Марийка ҫине, унтан вара пурин ҫине те пӑхса илчӗ. Килӗшместӗп! Эпир чарӑннӑ ҫӗр пӑрпа витӗннӗ утрав, ӑна эпир ҫак рапортпа пӗрле кӗртнӗ карта ҫинче «А» саспаллипе паллӑ турӑмӑр. Атте-туррӑмӑр, каҫар мана, ҫылӑхлӑскере, манӑн чунӑма тӑван ҫӗрелле кайӑксем пек вӗҫсе кайма ирӗк пар хуть… Йӗрсем! Лантенак гильотина ҫинче вилет, манпа кирек мӑн тӑвӑр. — Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр-ха, господасем… — пуҫларӗ фон Рихтер: — дуэле тухнисен пӗр-пӗринпе калаҫма права ҫук. — Анчах ниҫта та ҫунмасть-ҫке… — Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ ҫилӗ вӗрме пуҫланӑранпа тӑршшӗпех, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Эпир — шпаксем. Хӑйӑр ҫинче чылай вырткаласан, тата тепӗр хут шыва кӗрсе тухса каҫхине Оля патӗнче тӗл пуласси ҫинчен калаҫса татӑлсан, вӗсем, ывӑннӑ та телейлӗскерсем, вӑрахӑн кӑна перевоз патнелле кайрӗҫ. Мӗншӗн-ха шӑпах эпӗ каймалла, кам та пулсан урӑххи мар? — Алтӑнавран. Ӑна иккӗмӗш хут юратни тахҫанах иртсе кайнӑ ӗнтӗ, анчах Любочка мана Сонечка куҫарса ҫырнӑ сӑвӑсен тетрадьне парсан, виҫҫӗмӗш хут юратма пуҫларӑм, ку тетрадьре Лермонтовӑн «Демонне» хурлӑхлӑ юрату вырӑнӗсенче хӗрлӗ чернилпа туртса тата чечексем хурса хӑварса паллӑ тунӑччӗ. «Пилигрим» ҫинчен Африкӑн вилӗмлӗ ҫыранӗ ҫине тухнӑ ҫынсенчен халӗ кунта мӗскӗн Нэн ҫеҫ пулмарӗ. Ку тӗлӗнмелле ача фарфортан тунӑ пӗчӗк, ҫинҫе кӗлетке пек мар сав… Тепӗр кунне те ӑна малтанхи пекех ӑнӑҫу сунса, шикленерех ӑсатаҫҫӗ, ҫавӑн пекех чӑтаймасӑр, савӑнса кӗтсе илеҫҫӗ. «Ой, йывӑр та-ҫке тӗнчере пурӑнма!» Тинӗс ҫинчи чирсем мӗн иккенне пӗлмест-ха вӑл ача. — Иленька ним те мар, йӗре ҫеҫ, вӑт Сережа тесен — чӑн та маттур… тӗлӗнмелле маттур!..» Эсӗ итле луччӗ, эп сана юрласа парӑп. — Ҫур вырӑна яхӑн сутнӑ ӗнтӗ, — тенӗ Келли. — Ҫав йӗркерех Glas саспаллисем тӑни пур. Акӑлчанла ҫырнӑ хут ҫинче те ҫав йӗркерех ҫак сӑмахӑн вӗҫӗ gow пур. Ун ҫинчен Ленин темиҫе хут та ҫырнӑ. Зал самантрах шӑпланать. Пӑхнӑ та турӑшсем ҫине питӗ хурлӑхлӑн турра кӗлтӑватпӑр, аса илсен, халӗ те куҫҫуль тухать… Манахсем те — ҫынсемех. Ҫавӑн пек шутлани вӑл пит те тӗрӗс пулма пултарнӑ. Анчах ҫак чӗрчунсем тата тепре пӗр харӑс, малтанхинчен те хытӑрах персе ячӗҫ; хӑшӗсем мана аяксенчен сӑнӑсемпе чикме тытӑнчӗҫ, анчах, телее кура, эпӗ буйвол тирӗнчен тунӑ куртка тӑхӑннӑччӗ те, ӑна вӗсем витӗр шӑтӑраймарӗҫ. Вӑл шлепкипе перчеткине хыврӗ те ал ҫупса илчӗ. Отрядра чӑрмантарса тӑракан ытлашши ҫын пулма-и? Йӗри-тавра тӑшмансем хупӑрласа илнӗ цивилизацийӗн мӗнпур ырлӑхӗсене пӗтерессипе хӑратакан хаярлӑхпа юнашар, ҫав тери пысӑк лайӑхлатусем илсе килекен прогреспа юнашар, нихҫан пулман аслӑ событисемпе юнашар — хӑйне евӗрлӗ, кӑвак куҫлӑ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ, хаваслӑ та тискер ҫын тӑрать. Офицерсен обществинчен вӑл пӑрӑнма пуҫларӗ, апата нумай чухне килте ҫирӗ, пухури ташӑ каҫӗсене пачах ҫӳреми пулчӗ, ӗҫме те пӑрахрӗ. Ҫав сарӑрах пир ҫинче хӑш-пӗр эрешсем, урӑхла каласан, тӗрӗсем пур, анчах та — вӗсем ӗҫе улӑштармаҫҫӗ. Вӑл кӳренмест, унпала хӑть те мӗн ту, ун хӗвне хӑть те вери кӑвар хыв… Хӑй мыскари-шӳчӗ епле пӗтнипе ӑнран кайнӑ Кирила Петрович пӳлӗме кӗрсе тӑрать. Мичо пеналне кӑларчӗ те перипе чернил пуҫрӗ, хӑй каллех кӗсйинче тем шыраса пӑхрӗ. Вӗсем паллӑсемпе кӑтартса мана чуллӑ сӑрт ҫинчен анма хушрӗҫ. Театр умне темӗн чухлӗ халӑх пухӑннӑ, — ҫине тӑракан, чӑрсӑр халӑх. Кашниех красноармеецсем сыхлакан алӑксенчен кӗрсе кайма хӑтланать. Тирпейсӗр, ҫӳҫне-пуҫне тураман, таса мар халӑх. Пурӑнӑҫа дикарь хырӑмӗнче пӗтермелле-и вара!.. Вӑл чӑнах та вилене чавса кӑларттарӗ те укҫи пулмӗ унта, вара мӗн калӗ вӑл ман ҫинчен? — Хирӗҫлеместӗр-и, кӑштах ӑсатап эпӗ сире? — сӗнчӗ Олеся. «Голована!» Туркестан ҫинчен вӑл час-часах калаҫатчӗ. Туркестан, ун сӑмахӗпе, хула, имӗш. Хупах хуҫи пӗр витре шыв ӑсса килсе лаша умне лартрӗ; лаша шыв ӗҫнӗ вӑхӑтра вӑл палламан ҫын ҫине пӑхса: «хӗҫӗ — хӗҫех-ха вӑл, ҫапах та ку ҫын священник мар-ши?» — тесе шухӑшласа илчӗ. Юнашарах тем ванса кайрӗ. Юлашкинчен, Фелим пӗр варта ӳснӗ тӑван правипе усӑ курса, вӑл мӗншӗн пӑшӑрханнине ыйтса пӗлме шухӑш тытрӗ: — Сире мӗн пулнӑ, мистер Морис? Вӑл, хырӑнманнине пула юлашки кунсенче ватӑлса кайнӑ пек курӑнаканскер, курпунне кӑларса, пӗр шарламасӑр ларчӗ. Итле, хӑвна ху юратнӑ ҫынна парасси мӗнешкел виҫесӗр хӑватлӑ киленӗҫ, мӗнлерех пысӑк ырлӑх иккенне эпӗ халь ҫех, — ҫук, тепӗр тесен, кӑшт маларах, шӑп сан ҫинчен, сан тутусем ҫинчен шутланӑ чухне, — ӑнланса илтӗм эпӗ. Вӑл, никам ҫине пӑхмасӑр, вӑраххӑн, шухӑшлӑн — пӗр сӑмахнех темиҫе хут каланӑ: — Тӗрӗссине калас, терӗм… — Пӑх-ха, — терӗ профессор. Акӑ ҫур сехет те иртмерӗ, сад умне ҫӑмӑллӑн ҫӳрекен машина ҫитсе те чарӑнчӗ, вара тӗлӗнсех кайрӑм эпӗ — машинӑпа пӗтӗмпех хам экипажӑм килнӗччӗ. Унӑн кашни сӑмахӗпе хусканӑвӗнче хӑйне амӑшӗшӗн парнене кӳнипе тата имение ҫӑлса хӑварнипе мухтанни, унашкалли нимӗн те туман ытти ҫынсем ҫине йӗрӗнсе пӑхни палӑрать. — Шӑп пул, шӑп пул! — шӑппӑн каласа хучӗ Рада. Садра шӑп. — Тур ҫырлах, вӑл сире пӗлет-им-ха? — тавҫӑрса илчӗ хайхи негр. — Миссионере, — тесе тӳрлетсе хурать каменщик, темшӗн кӳреннӗ сасӑпа. Хӑйӑр сӑрчӗ хӑйӗн аваллӑхӗпе чапа тухнӑ. Хӗвел, пӗлӗтсем хыҫӗнчен курӑнмарӗ пулсан та, яланах карап сӑмси енчен тухрӗ, карап хӳри енче анса ларчӗ. Суйса мӗншӗн хам пуҫа ҫиетӗп-ха эпӗ? Эсир мӗн пуҫламӑшӗнченех пӗр ӑслӑ япала та тумарӑр, ҫав кӑвак ҫӗмрен йӗппи пирки ҫеҫ ҫухалса каймасӑр вырӑнлӑ сӑмах каларӑр. — Турӑ пӗлет-и! Чӑн-чӑн ҫӗрӗ тин кӑна пуҫланнӑ. — Ӗҫ патне ҫитсессӗн вара, эсир шартах сиксе ӳкрӗр те манран хӳтӗленсе тӑтӑр… Акӑ манпа ҫак каччӑ та пӗрлех килчӗ. Ҫул парӑр пире! Анчах эс сӑмах панӑ-ҫке мана!.. Анчах капитан хӑй тӗллен пыраймасть, дрезинӑпа кайсан лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Юрлани чарӑнсан кардинал ҫутнӑ ҫурта тытса чӗркуҫленсе тӑракан икӗ йӗрке монахсемпе священниксен хушшипе утса собора кӗчӗ. Вӑл ҫакӑнтах, ман патрах ӗҫлетчӗ. Норд яланах хӑрушӑ пулмасть, анчах хальхинче ку мана хытах пӑшӑрхантарать. Анчах ҫывӑхри пӗчӗк вӑрмана ҫитсен, Лозневой Костьӑна батальон штабне таврӑнма хушнӑ. Анчах пӗр ҫиппине тытса туртатӑн та — ҫӑмха пушшех арканса каять, теприне туртса пӑхатӑн, вара сасартӑк уҫҫӑнах курӑнса каять: ку ҫӑмхана нихҫан та йӗркелесе ҫӑмхалаймӑн. Кун-ҫулӑм ӑнӑҫрӗ. — Сан вырӑна Мирон тӑрӗ, Яков. Сергей хӑйӗн пилӗкӗнчи пушӑ пиҫиххине кӑмӑлсӑррӑн хыпаласа пӑхрӗ. Пӗтӗм хастарлӑхӑм пӗтсе ларчӗ. Николай, сӗтел ҫине чавсаланса, пуҫне ывӑҫ тупанӗпе тӗревлесе, ун ҫине куҫлӑх витӗр хӗссе лартнӑ куҫӗпе пӑхса, ним хускалмасӑр ларчӗ; Давыдов юлташ мана: «Мучи, ӑна эсӗ илсе килмесен, урӑх никам та илсе килеес ҫук», терӗ. — Тӗрӗс, — терӗ Паганель, — мана вӑл пирӗн аслӑ Шекспирӑн «Тӑвӑлӗнчи» боцмӑна аса илтерет; палуба ҫине тухнӑ королӗ епле кӑшкӑрать вӑл: «Стихийӑна сӑмахпа ҫак самантрах чарма пултаратӑр пулсан, калаҫӑрах! Сан урлӑ утса каҫса кайнӑ пулӗччӗ-и вӑл, Ниловна? Яков Лукич, сӑхманне уртса ярса, Борщев патне каҫ пулас умӗн пырса кӗчӗ. Анчах кам ҫавӑн пек шухӑшласа кӑларма пултарнӑ-ха? Бобпа Тома вӑратӑр, пӑшалсем илсе килӗр… Пӑх-ха эсӗ, хӑй вӗрентнӗ ачасене мӗнле хисеплет вӑл. Геркулес кӗске калавӗнче Дик Сэнда мӗнле ҫӑлнине пачах асӑнмарӗ. Ҫапла, хӑвӑн кӑмӑлна пӗлтер ҫеҫ… Гленарван, пӗр сӑмах чӗнмесӗр, аллине ҫӗклерӗ. Шурочка та тӑчӗ. Эпӗ месерле выртса пӗлетелле пӑхатӑп та вӑл сайра ӑвӑслӑх витӗр тӗттӗмленсе таҫта инҫете кайнине асӑрхатӑп. Нимӗн те хатӗрленмен, нимӗн те вӗренмен, репетицисем сахал пулнӑ! — Татаринов — капитан-ҫке вӑл, — ӑнлантартӑм эпӗ, чӑтӑма ҫитерсе. Ман тӗрӗс тусӑм куҫне-пуҫне уҫрӗ пулмалла ӗнтӗ. Почаевалла ҫывхарнӑҫем суккӑрсен ушкӑнӗ те пысӑклансах пычӗ. Вӑл, ачам, лайӑх мар, ҫылӑх, — ӑнлантӑн-и? Ун умӗнче этемлӗх этемсӗрлӗхе парӑнтарчӗ. Мӗншӗн атте хӗрелсе кайсах мана алӑрӑн ярса тытрӗ? — Пултаратӑн пулӗ-ха! — кӗскен кӑна хуравласа пырать Марина. — Ҫапла, пӗр ҫын, — тепӗр хут каларӗ вӑл. Няня крыльца ҫинчех тӑрать — улпучӗ хӑйне мӗн хушнине вӑл мансах кайнӑ. Алексей хӑй урисем ҫине пирвайхи хут лайӑххӑн асӑрхаса пӑхрӗ. — Саша шухӑшласа тӑнӑ та, аллине сулса: — Тен, чӑнах та ӗмӗтсӗр мар пуль — мӗн вара уншӑн? — тенӗ. Сидор калаҫма чарӑнчӗ те, пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине хускалса тӑма тытӑнчӗ. Вӑл Бэла пулнӑ иккен… Аллӑ юланут ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗҫ; вӗсем майорӑн ҫул ҫине каланӑ сӑмахӗсемпе: «Ӑна чӗррӗн е вилӗ илсе килӗр!» тенипе хавхаланса кайрӗҫ. Ҫав плансемпе пире пуҫран та ҫӳле купаласа тултарчӗҫ. Озеров дивизи командирне хирӗҫ тухса илчӗ. — Эпӗ члента тӑмастӑп-ха. Суйни вӑл ҫӗр хут усалтарах. — Темех мар, калӑр. Ҫур ҫӗр иртсен ҫӑлтӑрлӑ тӳпе тӑрӑх ҫумма-ҫуммӑн хура ҫӑра пӗлӗтсем чупма пуҫларӗҫ, кӗркуннехи пек йӑлӑхтармӑш, вӗтӗ ҫумӑр вӗтӗртетрӗ, часах вара ҫеҫен хирте тарӑн та нӳрлӗ нӳхрепри пекех тӗттӗм, сулхӑн та шӑп пулса тӑчӗ. Хӑй алли ҫинче вӑйсӑррӑн ҫакӑнса тӑракан этем кӗлетки ҫине Варя пӑхман. — Ну, тӳс, тӑванӑм, мӗн вӑй ҫитнӗ таран тӳсме тӑрӑш. — Эсӗ ман ҫын, чи пархатарлӑ ҫын! — сасси уҫҫӑн илтӗнчӗ унӑн. Ӗмӗрне вилмен ҫынсем ҫинчен пӗрремӗш хут каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ хам та шалтах тӗлӗннӗччӗ, ҫакнашкал ҫынсем пуррине ун чухне эпӗ хам та ӗненменччӗ. — Ертсе кайӑр-ха мана телефон патне, — пӳлчӗ ӑна Горева, ура ҫине тӑрса. Ыран — хулана. Огнянов кунта Дойко бай трактирӗнче каҫ выртма шут тытрӗ, вӑл пӳлӗме кӗрсе тӑма ҫеҫ ӗлкӗрчӗ, ун хыҫҫӑнах башибузуксем — пурӗ вун пиллӗкӗн — пӑшалӗсене ҫӗклесе пусма тӑрӑх хӑпара пуҫларӗҫ, вӗсене жандарм ертсе пыратчӗ, Бойчо ҫав жандарма шӑпах тӗрӗк ялӗнчи кофейньӑра курнӑччӗ. Елена йӑмӑкӗпе те тавлашнӑ, тепӗр чух ятлаҫнӑ та. — Панталеоне! — пӑшӑлтатса каларӗ Санин старике: — пурте пулма пултарать — мана… мана вӗлерес пулсан, — ман кӗсьерен хут татки илӗр те — унта чечек чӗркесе хунӑ — ҫав хута Джемма синьоринӑна парӑр. — Тен, вӑл та — авалхи этем? — ыйтрӗ Лена. — Мӗскерле ухмахла япала тума шутланӑ ҫав яшсем? — тесе ыйтнӑ сунарҫӑ, тӗлӗнсе хытса кайнипе чӗнмесӗр тӑракан халӑх ҫине пӑхса. Унӑн пирвайхи таса хӗр юратуне Давыдов асӑрхамарӗ те. Сасартӑк, фургонран иртсе кайса, темиҫе юланут Кэмден-Бриджена вӗҫтерчӗ, чугун ҫул кӗперӗ патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнине курса юрттарчӗҫ вӗсем. Атя, утар… эккей, эс, тӑванӑм, ҫемҫешке иккен… — тенӗ. Крепӑҫре пурӑнакансем те пурте самозванец тухасса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Студент-медик? Кирек ӑҫта та тӑшман пытанса ларма пултарать. Вунӑ минут вырӑнне вӗсем ҫур сехете яхӑн вӗҫрӗҫ. Анчах та эпӗ вӑрахчен ҫывӑрса каяймарӑм. Риварес тарма хӑтланнӑ. — Чӑнах та, вӑл меслет пирӗншӗн халиччен юрӑхлӑ пулнӑ. Анчах юлашки вӑхӑтра, эсир ӑна пӗлетӗр ӗнтӗ, нумай арестсемпе конфискацисем пулса иртрӗҫ. Халӗ ӑна сире кӳрсе пар та, ҫуркунне вара пушӑ михӗсене те каялла илеймӗн. Аялта, вӑрман хӗрринче ларакан батарейӑпа та, ҫӳлте тӳрем сӑртлӑха вырнаҫтарнисемпе те, башньӑра хупӑнса ларакансем унтан тухма е тарма хӑтланса пӑхсан ҫеҫ пемелле тесе калаҫса татӑлчӗҫ. Ун пек условисенче Ҫӗр ҫинче пурӑнма май пулмӗччӗ. Анчах пирӗн кунсемпе ҫӗрсем пур. Пӗр эскадрильи ҫапӑҫуран тухса ҫӗре ларнӑ-ларманах, ун вырӑнне тепри сывлӑша хӑпарчӗ, ҫӗре ларнисем патне бензовозсем ыткӑнса пычӗҫ. — Халь ӗнтӗ Лило бай тимӗрҫӗ тимӗрпе кӑшӑллӗ те — Крупп ӑҫтан ҫиттӗр сана! Уйӑх ҫуттипе пӗр пӗчӗк шурӑ алӑ уҫӑ чӳрече рамине тытса тӑнине курма пулнӑ. — Шаларах, ҫав сулхӑнарах, Санин! Вӑл мана юрӑхлӑ мар, ачам, ҫу-ук… — терӗ. — Марья Васильевнӑна пӳрнемпе хисеплесе Мария ҫӗрӗ е мӗн те пулин ҫавӑн пекрех ят. — Шӑл каллех пит-куҫна! Ирхине вӑл татах ҫирӗпленсе, суранлӑскер анчах ҫур доллӑрпа тутлӑ апат ҫиме хатӗрскер, пычӗ. Пӗрре пер темле майра урине сулласа, ҫӳҫенкелесе каларӗ:— Ах, эсир питӗ кӑтӑклатӑр-ҫке… — терӗ. Эпӗ колхозра тӑрӑшса ӗҫлем, тепри вара, пирӗн Колыба пекки, суха йӑранӗ ҫинче ыйӑха персе выртӗ. — Ав унта, инҫетре мар. Тимур хунар ҫутрӗ, пуртӑ илчӗ, Рита ятлӑ йыттине чӗнсе илсе сада тухрӗ. Ыталанса, эпир япаласем ҫине такӑна-такӑна утрӑмӑр, каллех мӗншӗн те мӗншӗн тесе ҫине-ҫинех ыйтатпӑр, ҫав мӗншӗн тенисем вара хамӑра Ленинград таврашӗнче мӗнле сӑлтавсем уйӑрнӑ пекех нумай, е тата Мускаври хамӑра кӳршӗллӗ урамсем мӗншӗн ирттерсе янӑ пекех, акӑ халӗ Полярная чи малтанхи хут килсенех тӗлпултӑмӑр, кунта, ҫур сехет каярах та-ха Катя кунта тесе шухӑшлама аса илме ҫукчӗ! — Чи малтан эпӗ акӑ мӗн пӗлесшӗн. Эй, аппа! — Ну тата! — терӗ амӑшӗ, сасартӑк аллисемпе сулса. Чӗрӗк сехет Христофор атте ҫапла, хӗвелтухӑҫнелле хускалмасӑр пӑхса, тутине хускаткаласа тӑчӗ, Кузьмичовӗ ҫав вӑхӑтра ӑна кураймасӑр тенӗ пекех тарӑхса сӑнарӗ, хулпуҫҫийӗсене чӑтӑмсӑррӑн ҫӗклекелерӗ. Лукашка, вышка ҫинче тӑраканскер, ҫирӗм ҫулсене ҫитнӗ ҫӳлӗ пӳллӗ, маттур каччӑ, шӑп та амӑш сӑнлӑрах хӑй. — Мӗнле хӗрача? — тӗлӗнчӗ Макҫӑм; вара хӑй те ача хыҫҫӑн алӑк патнелле утрӗ. Вӑл ҫав тери ырӑ ҫынччӗ… — терӗ. Коперник системине хӳтӗлесе саракан ученӑйӑн ячӗ пӗтӗм Европӑра паллӑ пулнӑ. Площадьпе иртсе пынӑ чух ҫакса вӗлермелли патӗнче башкирсем кӗпӗрленсе тӑнине куртӑм. Ҫакса вӗлернӗ ҫынсен аттисене хыва-хыва илнӗ вӗсем. Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ… Бей конака хӑҫан пырать? Вӑрманти ансӑр сукмаксемпе утма ҫапах та ҫӑмӑлрахчӗ. — Мӗн тӗлӗнмелли пур унта? — савӑнӑҫлӑн калаҫма пуҫларӗ Николай Петрович. Юн нумай ҫухатнипе Петровӑн хӑлхисем кашларӗҫ. Беловзоров шарламарӗ. — Эпӗ хама вӗлернӗ пулӑттӑм. Аппарат пӑнчӑ, терӗ, паллах пӑнчӑ, каллех тире шаккать, телеграфист хӑй пӗлсе тӑракан сасӑсенчен ҫыпӑҫтарса, малтанхи саспаллине хут татӑкӗ ҫине ҫырса хучӗ. Ҫакӑн пек чипер те пултаруллӑ, маттур каччӑ вӑхӑтсӑрах пуҫне ҫиме пултарать. Ну, ун вырӑнне питӗ лайӑх перетчӗҫ вара. — Сирӗн ҫак хваттертен каяс пулатчӗ луччӗ, — мӑн ҫын пек канаш патӑм эпӗ. Гро-Ален, пиччӗшӗ туса кӑтартнӑ пек, тирӗк тӗпне кашӑкпа хырса тасатрӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ те пӳлӗм тӑрӑх чупма тытӑнчӗҫ. — Ҫапла, манра! — терӗ Волошин. Сӑтӑрса пӗтерсен, Христофор атте Егорушкӑна кӗпине тӑхӑнтартса утиялпа витрӗ те, хӗрес хурса, айккинелле пӑрӑнчӗ. Вӗсене пула пӗлӗт темле ӳсӗр те ашкӑнчӑк пек туйӑнать. — Халь, акӑ, сывпуллашнӑ чухне, сана тепӗр хут калам… улталанма кирлӗ мар: — эпир ӗмӗрлӗхех уйӑрӑлатпӑр, эсӗ кӑна ху та туятӑн… Янкель те шӑнса пӑсӑлнӑ чухнехи пек час-часах ҫӑварне аллипе хуплать. Хӑш чухне вӑл ман тата кӑмака хыҫне пыратчӗ те, мана вӑратса, урмӑш сасӑпа калатчӗ: — Ман ыйӑх килмест, Лекҫейка, темрен хӑранӑ пек туйӑнать, эсӗ калаҫса лар-ха манпа, — тетчӗ. — Мана итлӗр, майор, — терӗ Гленарван, чылайччен шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. — Пулать ҫав! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель, хавхаланса. — Тепӗр чухне кун пекки те пулкалать. Тӳррипех калатӑп, эпӗ ун пек спектакльре хавхалансах вылянӑ пулӑттӑм. — Вот чӑнласах ученый! — тесе кулса ячӗ Гленарван. Анчах Африка континенчӗн хӑш пайне илсе ҫитерчӗ-ха вӗсене шӑпан ӑнлантарса пама май ҫук ӑнсӑртлӑхӗ? — Сирӗн ӗҫ мар, тетӗп! — хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ. «Акӑ, — терӗ вӑл: — тӗттӗм кӗтесре пурӑнатпӑр пулсан та, савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсенче хамӑра хаваслантармалли пур пирӗн!» Пулӑ та рак тытаттӑмӑр эпир, е стадион патӗнче сирень чечекӗсем татса сутаттӑмӑр, хӑш чухне тата ал айне мӗн килетчӗ, ҫавна илсе кайса сутаттӑмӑр. — Хистесе ыйтмах тивӗҫӗм пур пулин те, эпӗ сире ӳкӗтлетӗп кӑна. Илсе кил хӑвӑртрах пуртӑ, атту ним усӑсӑр кӑнса выртать. Мӗнле пулсан та, хӗрхенӗр ӗнтӗ мана! Вӗсем ухмах кӑна. — Малалла тата мӗн калатӑн? — терӗ вӑл, мана чалӑшшӑн пӑхса илсе, унтан сасартӑк чарӑнса тӑчӗ: — Турӑ ҫырлахтӑр! Вӗсем пасар площачӗпе майӗпен утрӗҫ. Микель хуллен шӑхӑркаласа пычӗ. Хӑйӗн уксахлӑхне сахалтарах палӑртас тесе, Пӑван хулпуҫҫи ҫине ҫакнӑ хутаҫ пуснипе, урине сӗтӗркелесе пусать. Вӑл ҫитнӗ-ҫитменех Кондрат аллинчи сӑнна туртса илчӗ, ӑна айккинелле ывӑтса ячӗ. — Мӗнле хӑрушлӑх? — терӗ. Ылтӑн вӑчӑрасемпе, брелоксемпе чӑнкӑртаттаркаласа, вӑл ылтӑн лорнет витӗр тутӑ куҫӗсемпе пӑхса, ывӑнчӑклӑ сасӑпа калаҫнӑ: — Епле аван мар шӑршӑ кӗрет сирӗн; ҫурт пӗтӗмпех йӳҫсе, ҫӗрсе кайнӑ; сирӗн ҫӗнӗ ҫурт лартас пулать. Судья, секретарӗ тата заседателӗ халиччен ҫакӑн пек никам илтмен ӗҫ ҫинчен нумайччен канашларӗҫ, юлашкинчен ун ҫинчен городничий патне хут яма татӑлчӗҫ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек ӗҫсене тӗрӗслесси граждан полицийӗ ӗҫӗ пулса тӑрать. Чулсем! — Пӗлетӗр-и, хаклӑ тусӑмсем, сире мӗскер калатӑп эпӗ, — тесе хучӗ вара Паганель, — куратӑп эпӗ, сирӗн мана ҫав тери хӑвӑрпа пӗрле илес килет. Спирт шӑрши Алексее инҫетри вӑрманти командирсен столовӑйне, апат умӗн «ӑшӑтмалли нормӑна» панӑ чух савӑнӑҫлӑн шавланине аса илтерчӗ. Акӑ халӗ эпир урам тӑрӑх пыратпӑр, фонарьсем ҫине пӑхатпӑр, вилсен — вутлӑ тамӑкра ҫунӑпӑр… Эпӗр … вырӑнта тӑраттӑмӑр. Ташланӑ чухнехи йывӑр упражненисем усӑллӑ пулма пуҫланӑ ӗнтӗ. — Мӗнле шухӑшпа ҫӳреҫҫӗ-ши ҫав хӑяматсем? Матроссенчен ӑна хирӗҫ никам та чӗнмен, хӑйпеле пӗр мӑшӑрта ӗҫлекенни те сасӑ паман, хӑш чухне кӑна, Ефим ытлашши тӑрӑшса тиенине кура:— Ҫитӗ! — Союзниксемпе сывпуллаш та хам пата машина ҫине лар. Ҫапӑҫура ҫав тери хӗрсе кайнӑ Озеров ӗнтӗ ним ҫинчен те шухӑшлама пултарайман. Ну, юрать; ну, йӗркипе виҫсе, шутласа пӑхар-ха. Ӑна вара ҫапла калӑр: эсир ҫырнӑ памфлета комитет питех те паха литература произведенийӗ тесе хисеплет, тейӗр. — Эпӗ акӑ мӗншӗн хам имение хаклӑ ыйтас ҫук тесе асӑнтӑм, — терӗ Санин малалла, — эсир халӗ ют ҫӗршывра пурӑнатӑр, ҫавӑнпа сирӗн ахаль выртакан укҫа нумай пуль тесе шутламастӑп эпӗ, тата, юлашкинчен, кун пек чухне имение сутни е илни аванах та мар тетӗп, ҫавна та асра тытас пулать ман. Соколов алӑка уҫса ячӗ. Давыдов чӗнмерӗ. Рио-Негро, Рио-Колорадо, вӗсен юпписене вуншар ҫӗртен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель каҫса каять. Вӗсем пурте документсемлӗ кӗленчене океана ҫитерме пултарнӑ. — Хӑвах каларӑн-иҫ, кравать урине кӑшт ҫӗклесенех сӑнчӑр вӗҫерӗнет терӗн. Эпӗ сана ҫитейместӗп те пуль, тенӗччӗ. Штабс-капитан ҫине ырӑ кӑмӑлпа пӑхса илтӗм эпӗ… — Ах, Максим Максимыч, сывлӑх сунатӑп! — Ну, ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ! — терӗ Печорин, ӑна тусла ыталаса. — Тӑхта-ха, барин, — терӗ Степан. — Хам ӗмӗрте эпӗ вӗсене пайтах та пайтах курнӑ… Усал ҫынсене… Мана мӗнле те пулин ҫӳхе брошюра лексен, вӑл вара алран тухса ӳкмест! Халь ӗнтӗ пӳлӗме лампадка кӑна ҫутатрӗ. Эпӗ сана чӑмлама паратӑп, кайран вара эсӗ каялла пар. Ҫӑкӑрӗ шап-шурӑ, кун пеккине пуянсем кӑна ҫиеҫҫӗ, ахаль кукуруза пашалӑвӗ мар ӗнтӗ. Вӑл ҫывӑрман пулнӑ иккен. Алӑк умне Геновевӑпа ачи тухса тӑрать, графиня тискер кайӑк тирне тӑхӑннӑ. Кунта эпӗ пӗр хӗр ачана тӗкӗре ҫыхӑнтарма явӑҫтартӑм, вара эпир Аслӑ Канаш ларӑвне пытӑмӑр та лекрӗмӗр. Федор Тимофеич пуҫӗнче ҫавӑн пек шухӑшсем пӑтраннӑ пулас. Наталья кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ, упӑшки ҫиллессӗн:— Мӗн тата? — тесе ыйтрӗ. Мӗн пулса тӑнӑ-ха вара? Пӗр пек йӑлтӑртатса тӑракан кӑвакрах ҫутӑ куҫсене шартарнӑ. — Ҫук, ҫук, ӑна ан пер, — тенӗ ӑна Хӗрлӗ Тӑрна. Ҫавӑнпа эпӗ — арҫынсем кӑлӑхах авланаҫҫӗ, хӑйсен аллисене ҫыхса лартаҫҫӗ кӑна, тетӗп, — пурӑнасчӗ вӗсен ирӗккӗн, кирлӗ йӗрке тӑвасчӗ, чӑнлӑхшӑн леш ҫын пек тӳррӗн тухасчӗ! Эпӗ ним те шарламарӑм, ҫывӑранҫи пултӑм. — Сӑмах ун ҫинчен пымасть! Ӑна итлемесӗр тӑрасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Карл Иваныч ман ҫине пӑхса илчӗ те каллех тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, анчах вӑл ман ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илнинче эпӗ кӑмӑл туртманнине мар, вӑл сивӗ пулнине эпӗ ҫакӑнпа ӑнлантарнӑччӗ, чӑннипех те хытӑ хуйхӑрнине куртӑм. Патагонец хӑйӗн утне тав тӑвас енпе Робертран ҫак сӑмахсене те кӗтсе тӑман. Вӑл Таукӑна мӑйран ыталаса илет, унпа калаҫать, ӑна ачашлать, мухтавлӑ выльӑх юн тымарӗнче этем юнӗ йӑрӑлтатса ҫӳрет тесе калӑн. Халӗ ӗнтӗ вӑл урӑх килмест, факт. Ӗлӗкрех эпӗ ӑна юратман, вӑл мана хаяр та тӗттӗм ҫын пек туйӑнатчӗ. Ежов, ҫырнӑ май, уҫӑ сасӑпа хӑвӑрттӑн каласа пынӑ: — Халь ӗнтӗ эпир пӗлтӗмӗр, пӗрремӗш сутӑҫ 17 пус тупӑш илнӗ… Вӑл калани пӗр-пӗрин хушшинчи кӗвӗҫӳ ҫеҫ, вӑл ман ҫинчен тем те суйса пама пултарать. Пеонӗсем хӑйсен ӗҫне аванах пӗлеҫҫӗ. Анчах эпӗ ҫапах та хамӑр Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнчен вунӑ градуса яхӑн кӑнтӑр еннерехре е кӑнтӑр широтинчен 45 градус тӗлӗнче ишсе пыратпӑр тесе шутланӑччӗ. Ҫакна эпӗ карап ҫинчи матроссем хӑйсен капитанӗ Мадагаскар патнелле кайма шутлани тата карап асӑннӑ утравӑн кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче ишсе пыни ҫинчен калаҫнине вӑрттӑн итлени тӑрӑх чухласа илтӗм. — Ав ҫав хӗрӗн, — терӗ лешӗ, кӗрен чӑлха тӑхӑннӑ тачка ураллӑ хӗрарӑм ҫине кӑтартса. Аттене пытарас кун умӗнхи каҫхине вӑл, яланхи пекех, ӳсӗр пулчӗ. Пирӗн хурлӑхлӑ ҫуртра унӑн иртӗнсе кайнӑ, тискер юррине итлеме ытла та йӗрӗнчӗкле туйӑнать. Вӑл питӗ начарланнӑ пулин те, эпир унтан тем пекех хӑраттӑмӑр. Унӑн ҫӑварне хуплама пултаракан пӗртен пӗр ҫын — доктор инҫетре; доктора темиҫе милри чирлӗ ҫын патне чӗнсе илнӗ, вӑл вара атте вилнӗ хыҫҫӑн пирӗн ҫурт ҫывӑхӗнче пӗрре те курӑнмарӗ. Тухса кай, ҫӗлен, хӑвӑнтан виле туса хуриччен! Вӑл Мария Гавриловна ялӗпе юнашар ларакан хӑйӗн поместйӗсене отпуска килнӗ. — Безобедовпа пӗрле икӗ сехете яхӑн ларасси мана пӗртте илӗртмерӗ пулин те, эпӗ хӑна пӳлӗмне пӗччен кайма шутламарӑм, хамӑн тусӑм тӗлӗнмелле хӑтланнӑшӑн ӑшра тарӑхса, каллӗ-маллӗ ярӑнмалли кресло ҫине лартӑм та ним шарламасӑр ярӑнма тытӑнтӑм. Ӑна строевой казаксен ретне илни нумаях пулмасть пулин те, унӑн хӑюллӑ, ӑслӑ пит-куҫӗнчен, хӑйне хӑй пӗр шиксӗр, лӑпкӑ тыткаланинчен вӑл ӗнтӗ казаксем тата ялан хӗҫпӑшал ҫакса ҫӳрекен ытти пур ҫынсем те хӑйсене паттӑррӑн та мӑнкӑмӑллӑн тыткалас йӑлисене пӗтӗмпех хӑнӑхса ҫитме ӗлкӗрни, вӑл ӗнтӗ казак тата чӑн-чӑн казаксенчен нихӑш енӗпе те кая мар пулнине ӑнланни курӑнать. Курса ҫӳрерӗм-ҫӳрерӗм те — намӑс мана, Андрей? Эпӗ ун пеккине темӗн чулах — кашни рейсра курнӑ: вутӑ тиенӗ ҫӗрте пур пристаньсенче те ҫавӑн пекехчӗ. Анчах ӑна пӑхса тӑмасӑрах (тен, шӑпах ҫавна пула?) мана темӗнле вӑй ирӗксӗрлесех унпа йӗркеллӗ калаҫма кӑна мар, ырӑ кӑмӑллӑ пулма та хушатчӗ. Хӑй ҫавӑнтах сасартӑк ҫӳҫенсе илчӗ: — Ах, хӑратӑп, Яша ун пек хӑтланма ан тытӑнтӑрах! — Час-часах, — терӗ Робеспьер. Илтетӗн-и? Каҫхине пыратӑп эпӗ, анчах манран пытанма ан шутла! Эпӗ сана пур ҫӗрте те тупатӑп! Варя кӳренсе, пӗр шарламасӑр пӑрӑнса кайнӑ пулсан — вӗсем ҫавӑнпа уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ, анчах хӗр хӑюсӑр сасӑпа шӑппӑн:— Манӑн мӗн тӑвас пулать-ха, Ҫемен, тусӑм? — тесе ыйтрӗ. Унта эпир вӑйлӑ ҫӑл шывӗсем тупма шанӑҫ пур. «Мӗнле рота-ха ку? — Аван-с. Мӗн пӗлетӗр вара эсир ун ҫинчен? — Кил-ҫурчӗ пит лайӑхчӗ, уйӑрӑлчӗҫ те, нихӑшин те нимӗн те ҫук. Тӑхтӑр, Ромашов… Эсир кун хакне тӑратӑр. Эпӗ сире унӑн пӗртен-пӗр ҫыруне — вӑл ман пата пуҫласа та юлашки хут ҫырнӑскерне — вуласа паратӑп. Марко шансах пӗтермесӗр пуҫне сулкаларӗ. Ливан ҫуртне ҫаплах хӗрарӑм, чулҫӑн тӑлӑха юлнӑ чухӑн арӑмӗ, ҫитсе кӗнӗ. — Тӗп-тӗрес суд тумашкӑн ыйтатӑп эпӗ, патша! — тенӗ вӑл. Дунай ҫинче хӗрсех вӑрҫӑ пырать ӗнтӗ. Давыдов пӗр минута яхӑн сӗтел ҫине витнӗ вараланчӑк клеенкӑна алтупанӗсемпе шӑлса якаткаласа ларчӗ, унтан, чип-чиперех вӑхӑтлӑ ҫунакан лампа хӑюне пӑрса хӑпартрӗ, — хӑй пӑлханнине пусарас терӗ пулмалла, анчах пусӑрӑнаймарӗ. Андрей чухласа илнӗ: хӗрсем ун ҫинчен шӳтле калаҫу пуҫласа ярасшӑн иккен, ҫавӑнпа та вӑл майлӑрах вӑхӑт тупса, вӑйӑран тухса шӑвӑннӑ. Ҫавӑнтах хыттӑн: «Чарӑн, кам килет?» тесе кӑшкӑрнисем, вара, чикӗ леш енчен каҫарнӑ тавара тиенӗ урапа шалтӑртаттарса тарнисем илтӗнеҫҫӗ, — ҫакнашкал иртеҫҫӗ 2-мӗш батальон ҫар комиссарӗн кунӗсемпе нумай ҫӗрӗсем. Кураймастӑп эп сире… пурсӑра та кураймастӑп! «Мӗнех вара курӑк шӑтса ӳснинче? — шухӑшларӗ вӑл малалла, — пурпӗрех пурӑнмалла, телейлӗ пулмалла; мӗншӗн тесен эпӗ пӗр ҫавна ҫеҫ — телейлӗ пулма ҫеҫ ӗмӗтленетӗп. Тухса кайӑр кунтан, пурте тухса кайӑр! Эпӗ кӑтартӑп ӑна! — Курайманлӑх вӑл — чи вӑйлӑ хӗҫ-пӑшал. Пӑчӑр хыттӑн йынӑшса ячӗ те айккинелле сиксе ӳкрӗ, анчах хӑй, хӑрӑлтатма пӑрахмарӗ пулин те, ҫийӗнчех Ярмола хыҫҫӑн чупса кайрӗ. Унӑн алли шыҫса кайнипе путпилкине аран-аран тытнӑ пулсан та вӑл ҫаплах касрӗ. — Миҫе ҫулта вара сан аҫу? Нивушлӗ эпир халӗ те тинӗс ҫинчех? Виҫҫӗмӗш, вӗрҫӗнӗ кӗрӗк пиншак тӑхӑннӑскер, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Хамӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмпа тӑлӑх ачасене хӗрхенсе нумай куҫҫуль тӑкрӑм. Пӳрте Самойлов кӗчӗ, ук хыҫҫӑн тата темле ҫын — питне пальто ҫухипе картласа ҫӗлӗкне куҫ харши ҫинех антарса лартнӑскер — кӗчӗ. Паганель чӗнмест. Ҫавӑнпа та Мересьев хӑйне валли урӑхла зарядка системи шухӑшласа кӑларчӗ: вӑл сехечӗ-сехечӗпе, аллисемпе пилӗкӗнчен тытса, малалла пӗшкӗнчӗ, аллисемпе хирӗнсе каялла каҫӑрӑлчӗ, кӗлеткине унталла-кунталла пӑркаларӗ, пуҫне ҫурӑм шӑмми шатӑртатиччен енчен енне ҫавӑрчӗ. Вӑл Джонран тепӗр айӑккине ҫавӑрӑнса, тинӗсӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫетлӗхӗнче хӑйӗн савнӑ яхтине сӑнаса илесшӗн пек пулса, ун ҫине темиҫе минутчен тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Мӗншӗн калатӑн эсӗ ку сӑмаха? Ҫулҫӳренсен ҫул ҫинче нимӗнле мыскара та пулмарӗ-ха. Мересьев юлташӗсем калаҫнине итлесе кулнӑ пек пулчӗ: шухӑшлама, калаҫма, ҫырма, ҫынна ӗҫ хушма, эмеллеме, ухутана ҫӳреме те урасӑрах пулать, анчах та вӑл — лётчик вӗт, пӗтӗм шухӑш-кӑмӑлӗпе лётчик, ачаранпах лётчик пулнӑ. Вӑл ача чухнех, типнӗ ҫулҫӑсем хушшинче, шӑрӑхпа ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑ ҫӗр ҫинче пӗтӗм Атӑл тӑрӑхӗнче чапа тухнӑ темӗн пысӑкӑш, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртакан пахчана хуралланӑ вӑхӑтра, хӑйӗн пуҫӗ ҫийӗпе йӗкӗр ҫунатлӑ кӗмӗл кайӑк вӗҫсе иртнине курнӑ, ҫав кайӑк тусанлӑ ҫеҫен хир ҫийӗн таҫталла, Сталинград еннелле вӗҫсе кайнӑ, Алексей ҫав кунран пуҫласах хӑй ӑшӗнче лётчик пулса тӑнӑ. Эпир те — ҫав господасенченех, анчах — чи аял енчен; паллах, улпут вӑл кӗнекесем тӑрӑх вӗренет, а эпӗ — шишкӑсем тӑрӑх, улпутӑн купарчи якарах — пӗтӗм уйрӑмлӑхӗ те ҫавӑ ҫеҫ. Лакейпа лавҫӑ унта чемодансем ҫӗклесе кӗретчӗҫ. Аэлита арҫын ачана хушрӗ: «Хупӑ кимӗ хатӗрле». «Акӑ халӗ вӗсем Говэна суд тӑваҫҫӗ, анчах ху ячӗшӗн кӑна. Ыран ирех килсе ҫитет сирӗн йӑмӑкӑр. Анчах та вӑл пӗр вӗҫӗмрен (эпӗ атӑ, пальто тӑхӑниччен, кукӑльсене кутамккана чикичченех) шӑхӑрчӗ. Эпӗ ҫӗр айнелле каякан тӗттӗм шӑтӑк ӑшнелле кӗме кӑна пуҫланӑччӗ, мана профессор тытса чарчӗ; ҫак яланах хыпаланчӑк ҫын мана пӑртак чӑтӑмлӑрах, лӑпкӑрах пулма сӗнчӗ. Эсӗ манпа эпир урӑх нихӑҫан та тӗл пулмаслах сывпуллашатӑн-ҫке! — хӑраса, кӑшкӑрсах ятӑм эпӗ. Эсӗ тапранкалатӑн пулсан, эпӗ сан пырна касса тататӑп! Вӗсем ман алӑ витӗр тухнӑ чухлӗ теприн пуҫӗнче ҫӳҫ пӗрчи те пулас ҫук. Емельян-и?.. Ҫук, вӑл тивмест. Морис шыв урлӑ ишсе каҫма тӑнӑ самантра вара яш ачан аллисем усӑнса аннӑ. — Хыпаланчӑк! Эпӗ вӗсем ҫине кӗвӗҫсе пӑхаттӑм, хам вӑрттӑн-хӗрттӗн француз чӗлхине вӗренеттӗм, кама пуҫ таяссине уяса тӑмасӑр пуҫ тайма, калаҫма, ташлама хӑнӑхаттӑм, хама кирек мӗн ҫине те лӑпкӑн, кичеммӗн пӑхма хӑнӑхтарассишӗн тертленеттӗм, хачӑ ӳте касса кӗричченех чӗрнесемпе асапланаттӑм, — ҫапах тӗллеве пурнӑҫлама татах та нумай тумаллине туяттӑм. Арӑмӗ шӑппӑн макӑрнӑ, анчах нумай мар. Палларӑнни ӑна? Лешӗ, ҫӳлли, Алешӑн, Мирон-и? Ӑнланса илме йывӑр ишеве пур енчен те тишкерсе пӑхнӑ самантра ун пуҫӗнче сасартӑк тавҫӑру ялтлатса иртрӗ: компаса юри пӑснӑ. Хаяр шельма, пӗчӗкскер… Тӗнчен пур кӗтесӗсене те саланнӑ вӑл кайӑк. Сирӗн тӑванӑрсем мана хӑйсен ҫемьине йышӑнасшӑн мар. Вӑл караван хыҫҫӑн пынӑ иккен. — Э-э! — тӑстарчӗ хӗрача, ҫакнашкал ответ панипе пуҫӗпех килӗшнӗрен пулмалла, вара пӗр самант хушши вӗсем пӗри те чӗнмерӗҫ. Ҫӳренӗ ҫулта темӗн чухлӗ кӗтменлӗхсем курнӑ хыҫҫӑн, пирӗн тепӗр тӗлӗнмелле япала курмалла пулнӑ. Ачасен ушкӑнӗ аслӑ галерея тӑрӑх пӗр виҫе чӗрӗк миле яхӑн кайнӑ, унтан мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн тата пӗчӗк ушкӑнӑн уйрӑлнӑ. Вӗсем айккинелле каякан шӑтӑксене пӑрӑна-пӑрӑна кӗнӗ, тӗттӗм коридорсем тӑрӑх чупма пуҫланӑ, коридорсем пӗрлешнӗ вырӑнсенче сасартӑк пӗр-пӗрне хирӗҫ сике-сике тухнӑ. — Пирӗн коммунистсем хуҫалӑхра та, политика енӗпе те ӗҫлеҫҫӗ, — терӗ вӑл кулса. — Чиперех ӗҫлеҫҫӗ, вӗсен ӗҫ тухать! — Эпир ҫакна ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илме пултаратпӑр, — терӗм. Эпӗ циркульпе картта тӑрӑх кирлӗ виҫене лартса пӑхрӑм. — Йӑнӑшмарӑм иккен, — терӗм, — эпир Портланд сӑмсахӗнчен иртсе хӗвелтухӑҫнелле кайса, халӗ ӗнтӗ шыв айӗнче пыратпӑр. Ромашов куҫ хупанкисене именчӗклӗн мӑчлаттарчӗ. Вӑл, хӑйӗн мӗнпур именийӗсене сутса, Америкӑна кайма хатӗрленет теҫҫӗ! — Ҫаврӑнса килеҫҫӗ! Ну, ларма вӑхӑт ҫитрӗ, хӗрӗм. Вуласа пӑхсам, — терӗ. — Лантенак санӑн пиччӳ пулать вӗт. Ҫак уйрӑммӑнах ҫемҫен, ачашласа каланӑ сасӑ мана ытла та савӑнтарчӗ, кунсӑр пуҫне тата маншӑн тӑрӑшни ман кӑмӑлӑма ытла та хуҫрӗ. Джемма ҫыру сӗтелӗн пысӑк мар ещӗкне туртса уҫрӗ. Вӑл пӑшӑлтатать: «Ман патӑрах пӗшкӗн». — Мӗн терӗр эсир, анне? — ыйтрӗ Павел, куҫ харшине тӗксӗммӗн пӗрсе. Сценӑ каллех кермене кӑтартать. — Ҫакӑнта пурӑнас тетӗр-и? Ҫырана, ахӑртнех, чутланӑ плитасемпе авалах сӑрса тухнӑ. Ку сасӑ таҫтан, питӗ аякран илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. — Алёша, Алёша! Алексейӑн чунӗ ӑшӑ туйӑмпа тулса ларчӗ. Иван Никифорович кунӗпех крыльца ҫинче. Бульвар урлӑ каҫса, ҫын ҫӳремен тӗттӗм урама тухрӗҫ. Зоя нимсӗрех шухӑша кайса ҫӳрерӗ, «Вертера» вуласа тухасшӑн пулчӗ; Вӑл хырӑмӗ ҫине выртрӗ те михӗре, чакаласа, пӗчӗкҫӗ шӑтӑк турӗ, вара, ӗҫ ҫукран ӗҫ тенӗ пек, ҫӑмран ҫип пӗтӗрме тытӑнчӗ. Акӑ мӗскер! Ку тӗлӗшпе эпӗ ӑна сиртен каҫару ыйтма та хушӑттӑм, анчах хирӗҫӳ тухасран хӑратӑп; хамӑр чӗнсе илнӗ пулсан, унпа вӑрҫмалла мар ӗнтӗ пирӗн. Вӑл чеен кулкаласа илчӗ, вара пӗшкӗнчӗ те Стефчова хӑлхинчен ҫеҫ пӑшӑлтатса пӗр ят пӗлтерчӗ. Анчах каҫхине вара, ӗҫре иртсе кайнӑ кунӑн вӗркӗшӗвӗ лӑпланнӑ хыҫҫӑнах, киле кайма вӑхӑт ҫитсен, лере, пӗчӗк пӳлӗмре, виле тӑпри ҫинче ларакан хӑлат пек сивӗ те тискер Половцев пӗр пӗччен ларнине шухӑшласа илнипех Яков Лукичӑн ӑшӗ вӑркама тытӑнать, хусканӑвӗсем сӳрӗкленеҫҫӗ, калама ҫук хытӑ ывӑннипе ҫан-ҫурӑмӗ лӑштӑрах каять… Чавсанай патӗнчи ачасем 24-мӗш ҫурт сачӗ патне пухӑнма калаҫса татӑлчӗҫ те килӗсене саланса пӗтрӗҫ. Эпӗ тахҫанах партире чечекленнӗ, тен, хул хушшине портфель те хӗстерсе ҫӳренӗ пулӑттӑм, анчах, хаклӑ граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хоспоти турӑ умӗнче тӑнӑ пек калатӑп: халлӗхе хамӑр партире пулма тивӗҫ илеймерӗм-ха эпӗ… Пӗлетӗн-и, Печорин, княжна мӗн алать сан ҫинчен?.. Пӗтӗм батальон ӗҫлет иккен. Пурте васкаса, сӑмах чӗнмесӗр ӗҫлеҫҫӗ. — Генерал мана ыйтса пӗлме хушрӗ, — батарея командирӗ генералпа калаҫса пӗтернине кура, каллех сӑмах хушрӗ Калугин, — сирӗн орудисенчен траншейӑсене картечпе пеме май пур-и? Ҫылӑха ан кӗрсем. Окленд портӗнчен «Пилигрим» вунтӑхӑр кун каялла ҫеҫ тухрӗ. Ҫук-ха, аптрамасть. — Нимӗнле ӗҫе те, тӑванӑм. — Пулма пултарать, эсир тӗрӗс; тен, пур ҫын та тупмалли юмах пек. — Так ахаль, пурте ытла хӑвӑрт иртет-ҫке… — йӑл кулса ответленӗ Люба. Ҫак сӗм вӑрманта пӗртен-пӗр ҫын, выҫӑ та халсӑрскер, вилес пек ывӑннӑскер, сӳнес пек чӑлкӑшакан кӑвар купи ҫине шухӑшлӑн пӑхса, кӑвайт патӗнче хутланса ларать; ун умӗнче, тӗттӗмре, тем тӗрлӗ хӗн-хурлӑхпа хӑрушлӑхсем витӗр тухмалли паллӑ мар ҫул тӑсӑлса выртать. Походӑн малтанхи кунӗсенчех, ирӗксӗрех, ашса тухма ҫук шурлӑхсенче мӗнпур повозкӑсене, икӗ кустӑрмаллӑ урапасене, станковӑй пулемётсене те пӑрахса хӑвармалла пулнӑ. — Тытӑнса пӑхнӑ-и вара эпир? — пӳлчӗ ӑна тухтӑр. Ку февралӗн юлашки кунӗсенче пулчӗ. — Пултараймастӑп. Парти янӑ уполномоченнӑй юлташ ҫапла каларӗ: вӑйӑрсене пӗр ҫӗре пӗрлештерсен те пайти пулать. Йывӑҫсем, тӗмсем, темиҫе пӗчӗк юханшыв. Бараксем, хӳшӗсем, ҫуртсем — кусем пурте сайра тӗл пулакан хурт-кӑпшанкӑ шырама ҫителӗклӗ, аван вырӑн. — Ой, мисс! Вӑл тата пит те илемлӗ-ҫке! — Ҫук, каяс пулать… юлташа та пӗччен аван мар… ӑсатас… Ӑнлантӑр-и эсир? «Ефим каласа панӑ! — сӑмах чӗнейми хытса, чухласа илчӗ Ерофей Кузьмич. Анчах унӑн сӑмахӗсем харама кайрӗ. Пӗри те пемерӗ. Тӑватӑ пиратран юлашки хӳме урлӑ ӑнӑҫлӑнах каҫса ыттисемпе пӗрле вӑрманта ҫухалчӗ. Ӗлӗк мана вырсарникунсенче ӗҫлеттерместчӗҫ, е хӑнана, е, калӑпӑр, туя ҫеҫ ҫӳретчӗҫ. — Ан ӑнланччӑрах, Гек Финн. Вӑрлама эпӗ, чӑнах та, хӑтланса пӑхрӑм, анчах савӑнмалли пулмарӗ: пӗр купцанне эпӗ картаран лашине вӑрласа тухма шутланӑччӗ, ну — вӑрлама пултараймарӑм, тытрӗҫ, пуҫларӗҫ, паллах, хӗнеме, хӗнерӗҫ-хӗнерӗҫ те полицине сӗтӗрсе карӗҫ. Каҫхине эпир унччен вӑрланӑ ҫивиттие кантра ҫине каялла пырса ҫакрӑмӑр та Салли аппа шкапӗнчен урӑххине илтӗмӗр, икӗ кун хушши вара ҫапла ҫивиттие пӗрре пырса ҫакатпӑр, тепре илсе каятпӑр, Салли аппа пӑтрашӑнса кайичченех ҫапла хӑтлантӑмӑр. Хуть те кирек миҫе ҫивитти пултӑр, терӗ вӑл юлашкинчен, тек шутламастӑп, тинке тухатчӗ вӗсемпе аппаланса! Миргородри повет ҫурчӗн присутствинче мӗн пулса иртни ҫинчен Тӗлӗнмелле хула Миргород! — Хӗрарӑм, мӗн чухлӗ хӗрарӑм тухса тулчӗҫ аула! — терӗ вӑл уҫа сасӑпа, шап-шурӑ шӑлӗсене кӑтартса. Куна вӑл никам валли те уйӑрса тӗллесех каламарӗ. — Эсӗ, чим-ха, тӑхта-ха, чунӑм, — кам чӗннӗ сана кунта? — кӳреннипе хӗрелсе ыйтнӑ Кононов. Апла мӗнле пӗр пӳлӗмре пурӑнма пултарӑпӑр-ха эпир икӗ ответлӑ работник? Ҫул тӑрӑх тӑсӑлса выртакан кашни йывӑҫ мӗлкиех халь: «Телей ӑҫтине эпӗ пӗлетӗп… Каласа парас-и?» — тесе пӑшӑлтатнӑн туйӑнать. Пуяннисем ҫавӑн пек пурӑннӑ-ха ун чух; пирӗн йышши чухӑнсем мӗнле пурӑннине курасчӗ: ҫӗре шӑтӑк алтнӑ та — вӑт сире пӳрт! — Миҫемӗш сехетре хулана пӑхса ҫӳрет хурал? — ыйтрӗ Пӑван. Ҫук, Андрюха, эпӗ тем тума та пултаратӑп, анчах уншӑнах кулянса ларнине кӗтсе илеймӗн! Палатка ҫумӗнче унӑн связнойӗ — тӳрӗ ҫамкаллӑ та пысӑк куҫлӑ боец Петя Уралец тарланӑ лашана вӑрманти курӑк тӗркипе шӑлса тӑрать. Комисси залра вырнаҫрӗ. Унта тӗрлӗ приборсем — спирометрсем, вӑй виҫмеллисем, куҫсем мӗнле курнине тӗрӗслемелли таблицӑсем илсе пычӗҫ. Ҫак темиҫе ҫеккунтра этем чеелӗхӗн, юла юппин те мӗнпур пытарнин пӗтӗм чикки-чӑрмавӗ уҫӑлса, сарӑлса кайрӗ тейӗн, вӗсем пӗр-пӗрин чунӗсенче мӗн пуррине ирӗккӗнех вулама пултарчӗҫ. Вунпилӗк миль утса ывӑннӑ ҫынсем часах ҫывӑрса кайрӗҫ. Эпӗ ҫав тери тӗлӗнсе кайса, малтанах ун ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӑм. Амӑшӗ малтан ун ҫине, унтан Егор ҫине пӑхса илчӗ те хуллен кӑна:— Епле эсир… ҫирӗп кӑмӑллӑ! — терӗ. Маунганаму сӑртне дикарьсем пур енчен те хупӑрланӑ, ун ҫине хӑпарма пултарайманнипе вӗсем таркӑнсене ниҫталла ямасӑр выҫӑ усранипе парӑнтарас тесех шутларӗҫ пулмалла. Эпир вӗҫтертӗмӗр. — Ҫук, тен Виктор эпӗ ун ҫинчен шухӑшланинчен тасарах кӑмӑллӑ пулӗ, — терӗ Тоня, сапаланчӑк шухӑшлӑн. Унӑн пӗр ҫур виҫине чакарчӗ пулӗ, ала витӗр алланӑ пек алларӗ пулӗ. Ҫавӑнпа та ун ҫине алӑ ҫӗклеме пултараймастӑп. Анчах ку шыравсен усси пулмарӗ. Утиялпа чӗн пиҫиххисем туртса кӑлар. Юнпа пӗвеннӗ шывра кимӗ ванчӑкӗсем ҫеҫ чӳхенсе ишсе ҫӳретчӗҫ. Уэлдон миссис, пӗчӗк Джек, ватӑ Нэн, Бенедикт пичче, Дик Сэнд хушнине итлесе, карап хӳринчи каютӑсенчен тухмарӗҫ. Виҫҫӗшӗ те магазин тӑрӑх усламсем пекех кускалаҫҫӗ; шкап кантӑкӗсем ҫинче вӗсен мӗлкисем вӗл-вӗл курӑнкаласа илеҫҫӗ, йӗри-тавра йӑлтах вут хыпса илнӗ пек, пурте ирӗлсе ак халех урӑхла майлӑ улшӑнса каяс пек туйӑнса тӑрать. Темиҫе кун иртсен, уйӑх пӗтес умӗн, вӑл Джемма патне яланхи пек капӑр мар, начартарах тумланса килчӗ. Пӑванӑн аван хыпарсем пуррине Джемма ун ҫине пӑхсанах пӗлчӗ. Эпӗ тӗлӗнсе хытсах кайрӑм. Паллах ӗнтӗ, ҫынсем куҫ хысӗнче пӗр-пӗрин ҫинчен лайӑх мар калаҫнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах кусем вара пурин ҫинчен те тарӑхмалла калаҫатчӗҫ, хӑйсене чи лайӑх ҫынсем вырӑнне шутласа, тӗнчери ҫынсене суд тумашкӑн лартнӑ теме пулатчӗ. Ал сӗмӗпе хыпашласа тупнӑ ҫуртана ҫутса, ҫывӑракан Джим ҫине пӗр авӑк пӑхса тӑтӑмӑр — тӗреклӗ те патвар ҫын-ха вӑл Джим — вара ӑна хуллен вӑратма тытӑнтӑмӑр. Врачсем килнӗ, патшан ҫарпуҫӗсемпе тусӗсем пуҫтарӑннӑ. — «Сирӗн хуть вилнӗ ҫынна хисепе хурасчӗ, — тет атте, — вӑл сире пула вилчӗ, эсир ӑна хӑратса сехӗрлентернӗ, эсир ун валли хатӗрлекен мӑшкӑла тӳсме пултараймарӗ вӑл… Вӑл, ҫилленсе ҫитсе, мана ҫупса ячӗ. Эсӗ хӑрататӑн мана, ман шухӑшсем пӑтранса каяҫҫӗ. Букин салхуллӑн тенкел ҫине ларчӗ. Хам ҫавӑн пек хӑрассинчен епле сывалнине астумастӑп, анчах эпӗ сывалассине часах сывалтӑм; паллах, вӑл енчен мана кукамайӑн ырӑ турри пулӑшнӑ, эпӗ ҫавӑн чухнех ҫак простой чӑнлӑха туйса илнӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп: эпӗ нимле усал япала та туман-ха, айӑпсӑрах мана наказани памашкӑн саккун ҫук, ҫын ҫылӑхӗсемшӗн эпӗ ответ тытмастӑп. Паян мана килте кӗтеҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл, унтан сассине вӑйсӑрлатса: — Ну, кӗтӗҫин тата, мӗнех вара! — терӗ ерипен. Вӗренни — ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм. Ҫийӗнчен пар тата, — терӗ. Ҫак ҫырупа пӗрле Мими француз чӗлхипе ак мӗнле ҫырнӑ хут чиксе янӑ: «Вӑл мӗн пулассине сиссе каланӑ хурлӑхлӑ сӑмахсем тӗрӗссине тухтӑр йӑлтах ҫирӗплетсе каларӗ. Унтан чурасене, кирлӗ пулнӑ май, хӗвеланӑҫ ҫырана е Ньянгвене, пысӑк кӳлӗсен енне, ярса тӑраҫҫӗ. Ньянгверен вӗсем Тури Египета е Занзибар пасарӗсене лекеҫҫӗ. Елена ӑна кӗтнӗ: вӑл уншӑнах хӑйсем часовньӑра пӗр-пӗринпе пирвайхи хут иккӗшӗ кӑна пулса калаҫнӑ чухнехи платйине тӑхӑннӑ; анчах вӑл ӑна ҫав тери лӑпкӑн саламларӗ, ҫав тери кӑмӑллӑ та ним хуйхӑ-суйхӑсӑр хавас пулчӗ, ҫавӑнпа та, ун ҫине пӑхсан, никам та: ҫак хӗрӗн пулас пурнӑҫне татса панӑ, вӑрттӑн юратнине пӗлсе тӑнипе хавхаланни унӑн сан-питне ҫутатать пӗтӗм хусканӑвне ҫӑмӑллатса илемлетет, тесе калас ҫук. — Эсир клуба каятӑр вӗт? Талькавпа иккӗшӗ те вӗсем лашисене тепрер ҫаптарчӗҫ те, темиҫе минут кайнӑ хыҫҫӑн, Паганель ҫул кӑтартса пыракан отряд патне сирпӗтсе те ҫитрӗ. Никита ӑна, асӑрханса, ҫемҫен кӑна Алексейпе Орлова ҫинчен каласа парать, анчах пиччӗшӗ ун сӑмахӗсене лайӑххӑн итлемесӗрех аллипе сулать: — Хӗрсемпе йӑпанма вӑхӑт ҫук манӑн! Йӗри-тавра пӗр евӗрлӗ хӑмӑртарах тӗс анчах курӑнса тӑрать, сӑрри кайса кивелнӗ пек курӑнать. Лось алӑка яриех уҫрӗ те унта — йӑрӑм-йӑрӑмлӑ мӑнтӑркка, — хырӑмӗ тӗлӗнче сывлӑмпа исленнӗ сенкер чечексен ҫӗклемне икӗ аллипе те тытса тӑрать. Базаров кулса илчӗ. Вӑл лаши ҫинчен анчӗ, хӗҫне вӗҫертмесӗр аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хучӗ те батарея ҫинче ҫунакан факел ҫутинче тӗттӗмелле тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Факел ҫутинче унӑн ҫӳллӗ кӗлетки баррикадӑна хӳтӗлекенсене лайӑх курӑнса тӑрать. Анчах вӑл, шухӑша кайнипе, хӑй ҫумӑр тавра ҫунӑ пекех ӳкекен пульӑсене асӑрхамарӗ. Вӑл хӑй ҫӗнтерес пирки пӗр минут та иккӗленмен. Тӗрӗс мар! Умрихин йывӑррӑн сывласа илчӗ, кӑвакал сӑмси майлӑ мӑн сӑмсине хыттӑн аяккалла шӑнкартрӗ те кӳренмесӗр, салхун ответлерӗ: — Ҫук, эсир ман шӑпама ӑнланмастӑр! — Мӗнле сирӗн шухӑшпа, унта гостиница пур-ши? — ыйтрӗ Гленарван. — Анчах ҫав ирӗклӗн таткалани темӗншӗн костюмсенче ҫеҫ палӑрать. — Ыран. Вӑл аллисене сарса ячӗ. Вӑл — ним те мар! Ман пек сунарҫӑ полкӗпе те урӑх ҫук. — Мӗн питӗрсе лартрӑр, шуйттансем! Хӗвел тинӗс леш енчен хӑпарса ҫутатма тытӑнсанах, вӑл хӑйӗн койки ҫинчен, хӑйне майлӑ сӑнав пунктӗнчен, полевой бинокльпе пӑхма тытӑнать. Унта вӑл «Первомайски» колхозӗн виноградникӗсем патӗнче ӗҫлекен Наташа Поднебескон гранат чечекӗ евӗр хӗрлӗ платйине уйӑрса илет. Ҫук, Том, эпӗ пуян пуласшӑн мар. Ирсӗр те йӗрӗнчӗк тата пӑчӑ ҫуртсенче те пурӑнас килмест манӑн. Амӑшӗ унпа пӗрле васкаса пырса:— Тархасшӑн тӑрӑш, Павлушка, ан намӑслан, — пӑшӑлтатса каласа утрӗ. Симурден суранӗ часах тӳрленсе ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл мар, анчах хӑюллӑ ҫынсене вӑл хӑратмасть. — Сан патна эп ҫак ҫӗр пыратӑп, — тет вӑл ҫине тӑрсах. Вара Том ҫав доска ҫинче картина ӳкерме тапратрӗ, хӑй ӳкернине сулахай аллипе картласа тытрӗ. «Кӗсмен сасси мар-и ҫав? Ун чухне вара нихӑш тӑлӑх та, начар сывлӑхлӑ ҫын та какай ҫуккипе ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе макӑрса ларакан пулман. Турӑ ирӗкӗ пултӑр ӗнтӗ! Кунта шӳтлемелли ҫук. Е юлас тетӗр-и эсир? Тӑхта пӗртак, ун хушаматне шутласа пӑхас пулать! Тахҫанах калаҫасшӑнччӗ те — ҫаплах вӑхӑт ҫитмест, ерҫӳ ҫук… Анчах эпӗ карап хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тата борт ҫинчи кашни ҫынӑн пурнӑҫӗшӗн ответ тытатӑп. Ӑс-пуҫӑн юлашки хӗлхемӗ сӳнсен тин унӑн куҫӗсенче вилӗмрен сехӗрленсе хӑрани ҫухалчӗ… — Ун ҫинчен эсир мистер Кассий Кольхаунтан ыйтӑр. Хӑйне сыхлакан хуралпа пӗрле Пӑван хутсем купаланӑ сӗтел хушшинче ларакан Монтанелли пӳлӗмне кӗрсен, ӑна сасартӑк ҫуллахи шӑрӑх кун, ҫакӑн пекех кабинетра Монтанелли проповедьсем пӑхса ларни аса килчӗ. — Паллашӑр, — терӗ Рита, Павела сывлӑх сунса, — ку… — Ну, эпӗ кӑна ахаль ҫеҫ, сӑмах май ҫеҫ каларӑм-ха, анчах ыттисем мӗн тӑвӗҫ-ши? «Ку ҫӗр вара кӗскисен шутне кӗмест», — терӗ те тепри, пурте кулса ячӗҫ: ҫав сӑмахсенех вӑл тепӗр хут каларӗ — татах кулса ячӗҫ; унтан виҫҫӗмӗшне вӑратрӗҫ, кула-кула ӑна та ҫавнах каларӗҫ; ку вара кулмарӗ — мӑкӑртаткаласа илчӗ те: «Мана ан кансӗрлӗр», — терӗ. Инҫетре вӗт вӑрманӑн хура йӑрӑмӗ курӑнса ларнӑ. — Манӑн! — тавӑрчӗ Павел. — Ӑнран кайнӑ пулас вӑл… Хорь пуҫне сулласа илчӗ. Пӑшал пенисене хирӗҫ пӑшал персе ответлерӗҫ. — Ак тата? — тесе шухӑшланӑ Алексей. — Пуласлӑх тӳрӗ ӗҫҫыннисен аллинче пулать… Апла та, капла та ӳкӗтлерӗмӗр, анчах ниепле те итлеттереймерӗмӗр; пирӗн сӑмаха ӗненсем, Давыдов юлташ! — Куратӑп эпӗ, Гокинс, санпа иксӗмӗр лайӑх мӑшӑр пулатпӑр. Унтан вара систермесӗрех аллӑма ҫурӑм хыҫнелле тытрӑм, костыль ҫине хутӑм. Унччен пӗр хускалмасӑр, сӑмсине шӑна вӗҫсе кӗрсен те питне-куҫне хускатмасӑр кӗтесре лараканни, сӑмсине пластырь ҫыпӑҫтарнӑ вӑрӑм кӑна хыткан ҫын та, байкӑран ҫӗлетнӗ сюртуклӑскер, ҫак сӑмахсене илтсен, хӑрахкуҫ Иван Иванович тавра тӑракан ҫынсен ҫывӑхне пырса тӑчӗ. Вӑл унта хайне тупас ҫук тесе шутларӗ. Анчах сарай кӗтессине тӑчӗ те кунтан та курӑннине чухласа илчӗ. — Эпӗ сире унта курнӑ пек-ҫке. Каҫхи апат ҫирӗмӗр те, пӳлӗме Зуринпа иксӗмӗр ҫеҫ юлсан, ӑна эпӗ хам епле ҫӳренисене каласа патӑм. — Оранжерейӑра та ырӑ шӑршӑ, анчах унта пурӑнма май ҫук. Эй! Вернер пур енчен те питӗ лайӑх ҫын. Полковник васкасах ҫӗрпӳрте чупса кӗрсе кайрӗ. Турӑ ҫырлах, сире вӗлереҫҫӗ! Иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ тырӑ пулмасть пирӗн, шалт аптраса ҫитрӗмӗр! «Тархасшӑн, ырӑ чунлӑ Солоха, — терӗ вӑл, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе. «Ҫук, йӗкӗтсем, ҫук, кирлӗ мар! Эмиль яланах кулкаласа ларчӗ, унпа пӗрле Российӑна пырасшӑн пулса Санина пӗр вӗҫӗмрен анратрӗ. Кимӗ, кимӗ парӑр! Темӗнле ҫӳллӗ те шур хӳме патӗнчен иртсе ту ҫине хӑпарсан вӑл тепӗр урама пырса тухрӗ. Ку урамри сайран ларса кайнӑ пӗчӗкҫеҫ ҫуртсене пӗрмай чуласа иртекен бомбӑсем ҫутатаҫҫӗ. — Мур ҫине кайччӑр! Хӑвӑр шухӑшласа илӗр-ха, Ҫӗр Хӗвелтен аяккалла куҫса пырать пулсан, Хӗвел мӗнле улшӑнӗ-ши? Вырӑсла хушамат ҫакӑн пек ҫӑмӑл каланасса хӗрарӑмсем кӗтмен, унӑн ячӗ «Димитрий» те вӗсене ҫавӑн пекех кӑмӑла кайнӑ. — Пӗлместӗп. Верблюдсем… Мӗн ҫыпӑҫатӑр эсир ман ҫумма? — сасартӑк кӑшкӑрчӗ Дöнгоф «литерата». — Калас килет-и, килмест-и, Том, пирӗн шарламалла мар. — Трактирти пекех! сӑмахпа мар, чышкӑпа ҫапса чӗнетӗн. Пулас та ҫук. Унӑн хӑлхисем, хулпуҫҫийӗсем сиккелесе пычӗҫ. Икӗ лаптак чул хушшине хурса сӑтӑрсан, ҫавӑн вӑррисенчен темӗнле ҫӑнӑх пекскер тухать. Хӑй ҫине шансах тӑнипе вӑл паян кунта ман доклада итлеме те килнӗ, халь те ҫак залрах-ха вӑл. — Питӗ шел ӑна… — Аха! — куҫне хӗссе каланӑ Маякин. — Кала-ха, Морис, мӗскер пулнӑ? — тесе ыйтрӗ майор. Ҫапла мӗн чухлӗ вӑхӑт выртнине хам та калаймастӑп. Шлюпкӑна пӗр самантрах шыва антарчӗҫ. Ав тата «ура» кӑшкӑрма пуҫларӗҫ, — хушса хучӗ вӑл, бастион патӗнчен «а-а-а-а-а-а-а-а!» туса янӑраса килекен ҫӗршер ҫын кӑшкӑрнӑ сасса итленӗ май. Юлташӑм каланӑ пек пулмарӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те пире тӳлек ир пуласса ӗмӗтлентерчӗ; инҫетре тӳпе хӗрринчи ҫӑлтӑрсен карти тӗлӗнмелле илемлӗ тӗрӗ пек тӗрленсе пӗтнӗ те, ӗмӗрхи юрпа витӗннӗ тусен чӑнкӑ ҫамкисене хӗвелтухӑҫӗнчи шупкарах ҫутӑ ерипен ҫутатса, тӗттӗм кӑвак тӳпе тӑрӑх сарӑлса пынӑҫемӗн ҫӑлтӑрсем те пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнеҫҫӗ. Ҫав шантарса панӑ документпа пӗрлех Вышимирскине укҫа та куҫарса панӑ пулнӑ — вексельсем те, укҫа та… — Ҫырас тетӗп ҫав. Утма ҫӑмӑлах пулмӗ, ӑна пытарса тӑмалли ҫук, анчах вӑрҫӑра мӗн ҫӑмӑл пулать-ха? — Эпир икӗ кун ҫименччӗ, паян ҫеҫ ҫыран ҫинче кӑшт тупрӑмӑр. — Калаҫу пӗтрӗ те, — терӗ Разметнов кӑмӑллӑн. Пур ҫӗрте те таса мар хулӑн материалсемччӗ, чӳрече карӑмӗсем вырӑнне те, диванӑн ҫӗтӗк питне те, стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кӗпине те ҫав кивӗ материпех витнӗччӗ. — Вара вӑл ҫавӑнтах блокночӗ ҫине ҫырса хучӗ. Павкӑшӑн киле тавӑрӑннӑ пиччӗшӗпе калаҫасси ытла ырах мар пуласси паллах. Тӗттӗм симӗслӗхре кӗрен хӗрарӑм платьи вӗлтӗртетрӗ, зонтикӑн ҫӑмӑл ҫӳҫисен айӗнчен ҫамрӑк пит-куҫ курӑнса кайрӗ… Челкаш, шартах сиксе, тискер кайӑкӑнни пек шикленнӗ куҫпа пӑхкаласа илчӗ. Эпӗ таз илсе пынӑ тӗле доктор капитанӑн ҫаннине тавӑрса унӑн пысӑк та мускӑллӑ аллине чӑмӑртанӑ. Мересьева Анюта тарӑн кресла ҫине лартрӗ. — Ҫапла, — вӑтансах кайрӗ Георгий, — тӗрӗссипе, шӑпах ҫакӑ ӗнтӗ вӑл ман пиччен ачи… ӑҫтиҫуклӑ пуҫтах Тимур. Ирпе укӑлчаран тухсассӑн, Аса илеп май уйӑхӗпе ҫӳренисене, Таса уйӗ савӑнӑҫлӑн пӑхмасть, — Ҫухатрӑм унта хаман ҫамрӑк ӗмӗре. — Тата мӗн пулнӑ? — Ара вӑл нимех те мар! — хуравласа ирттерсе ячӗ Ванюшка, унтан, ҫӳҫеннипе хутланкаласа илсе, сӑран пиншакӗн тӳмисене тӳмелесе лартрӗ те ҫапла каласа хучӗ: — Чи кирли кунта акӑ мӗнре: ҫынсем ҫав палачсене, капитализмла йӗркесене чӗререн курайманнине, кӗрешекенсене кӑмӑлланине туйса илччӗр. Ӑна хирӗҫ нимӗнле сасӑ та пулмарӗ. Толстовец манпа ачашшӑн, хапӑл тусах юратӑвӑн творчествӑллӑ вӑйӗ ҫинчен, харпӑр хӑйӗн чунӗнче вӑл туйӑма аталантарса пымалли ҫинчен, пӗр вӑл кӑна «ҫынна тӗнче сывлӑшӗпе» — пурӑнӑҫра пур ҫӗрте те сапаланса тӑракан юратупа ҫыхӑнтарма пултарни ҫинчен каларӗ. — Кӑмӑл тивӗҫӗ урӑххине тума сӗнет: ҫыру мар ӑна, халех тӑмалла та ун патне каймалла, ун умӗнче чӗркуҫленсе тӑрса, каҫар мана, тесе йӑлӑнмалла. — Сак ҫинче тӑратчӗ вӑл, — терӗ Георгий. — «Браво, браво!» тесе кӑшкӑрса тӑратчӗ. Вӗсемшӗн пулсан пупа суясси вӑл пирӗншӗн нюххи табак туртассинчен те ҫӑмӑлрах; анчах вӗсем те асамҫӑ пуррине ӗненмеҫҫӗ. Старик сасси татӑлчӗ, ывӑлӗн пичӗ тӑрӑх, хупӑ куҫсемпех выртнӑ пулин те, темӗнле тӗлӗнмелле япала иртсе кайрӗ. Эпӗ Татариновсене аса илетӗп… Анчах вут-кӑварлӑ урапана мӗнле чармалла? Акӑ ҫакӑ ӗнтӗ хӗрес айӗнчи пулать. Тӑп тӑр, тетӗп сана, такансене пӑхма май пар. Сывалса ҫитсен, мана кӳнӗ ырлӑхсемшӗн тав тума король патне пытӑм. Его величество ҫак тамаша ӗҫ пирки манран нумай кулчӗ. Джим, манӑн чунӑм, эсӗ пирӗн ретре пулӑн-ши тесе, эпӗ час-часах шухӑшлаттӑм! — Мӗншӗн нимӗн те чӗнмест вӑл? — ыйтрӗ Петр хунямӑшӗнчен. Анчах тустарса тӑкнӑ вӑрманне те, ун ҫывӑхӗнчи варсене те, Вазуза хӗррине те пӗтӗмпех ҫынсем вырнаҫса тулнӑ, тупӑсем, машинӑсем, повозкӑсем, полевой кухньӑсем, санитарнӑй урапасем лартса тултарнӑ. — Эп мясник-с: ман ӗҫ — аш-какай, аш ҫыпӑҫтармалла, хулпуҫҫисене, урасене, алӑсене; кунта акӑ нимӗнле форма та ҫук, вӗҫленни ҫук, — пур еннелле те сапаланса кайнӑ… Ну, мӗн пухӑнса тӑтӑр-хӑ кунта? — Эпӗ сана ыратать тесе калатӑп-им? Илья ҫине пӑхсан, унӑн хӑш чухне ӑна:«Акӑ мӗн туса хутӑм эпӗ саншӑн хӑранипе» — тесе каласси килнӗ. Французӗ чӗлӗмне мӑкӑрлантарса илчӗ, чӗлӗме ӑшӗнчен кӑвар чавса кӑларса вырӑса чӗлӗм чӗрттерчӗ. Эпӗ пӗлтӗм: ман лаша пӑркаланса тӑрас ҫук. — Ҫук, аван мар. Ҫурту, арӑму тата сан мӗнпур япалу турӑ умӗнче мӗне кирлӗ? Юрать, эпӗ кравате тупаймарӑм, ҫавӑншӑн халӗ питӗ савӑнтӑм. Тӗлӗнмелле. Сывӑ пулӑр, манӑн ырӑ та юратнӑ тусӑмсем… — Ан кай ывӑлӑм! — кулса пӳлчӗ ӑна Уэлдон миссис. Питех те пӗлесшӗн ҫуна пуҫларӑм эпӗ. Унтан пике те Воробьевски тӑвӗсем ҫине уҫӑлса ҫӳреме тухакан пулӗ, вӑл хӑҫан та пулин ман патӑма пырӗ те: кам эсӗ? — тесе ыйтӗ. Эпӗ ун ҫине ҫапларах хурлӑхлӑн пӑхса илӗп те: эпӗ пуп ывӑлӗ, эпӗ пӗр кунта ҫеҫ, пӗччен, анчах тӑр-пӗччен чухне ҫеҫ телейлӗ, тейӗп. Чей ӗҫес теместӗр-и? Хӑйӗн суккӑрлӑхӗ пирки халиччен никампа калаҫма та тӳр килмен ӑна, ним пӗлменҫи пулнӑ пек ҫине тӑрсах ыйтакан хӗрачан кӑмӑллӑ сасси каллех унӑн чӗрине тивсе ыраттарчӗ. Палламан хӗрача сӑрт ҫамкине хӑпарчӗ. Пӗтӗм ҫутҫанталӑк пурнӑҫпа та ҫамрӑклӑхпа вӗресе тӑрать. — Эпӗ Степка Огарнов, — терӗ хӑйӗн хулпуҫҫийӗпе ун алли айне кӗрсе тӑни. Тепӗр аллинчен тытаканни ҫапла хушса хучӗ: — Эпӗ унӑн тусӗ, Витька Сапега. Амӑшӗ кулса ячӗ, вара темиҫе минутран вӗсем яла каясси пирки виҫҫӗшӗ те чӗререн, пӗр кӑмӑллӑ пулса калаҫрӗҫ. Миҫе уйӑх хушши илтмен вӑл паровоз кӑшкӑртнине. Нумай вӑхӑт хушши тинӗсрен уйӑрӑлса пурӑннӑ моряка вӗҫӗ-хӗррисӗр тинӗсӗн йӑлтӑр симӗс-кӑвак тӗсӗ хумхатнӑ пек, халӗ те кочегара тата монтёра ҫак тӑван тавралӑх стихийӗ хӑй патнелле чӗнет. Тим Коллинспа тепӗр арҫын ача пурччӗ кимми ҫинче. Карчӑкпа кинӗ ҫав укҫапа ҫеҫ тӑранкаласа пурӑннӑ, карчӑкӑн куҫҫулӗпе тӑварланнӑ ватлӑхне вара Андрей каярахпа тин канлӗх пама пултарнӑ. Тепӗр кунне эпӗ Дубковпа Володя патӗнче курнӑҫрӑм, ун чух пулни-иртни ҫинчен аса илмерӗмӗр, анчах «эсир» тесе калаҫрӑмӑр, пире пӗр-пӗрне куҫран пӑхма чылаях йывӑр пулса тӑчӗ. Сӑнӗ унӑн кӑвак, пӗчӗк сухалӗ те кӑвак, ҫинҫе пурҫӑн пӗрчӗллӗскер, кӑвак куҫӗсем темле ӑраснах тарӑн та хуйхӑллӑ. Анчах Негорӑна курсан вӑл йӑшӑлтатса илчӗ. Ну, турра аса ил те, яр! Туртса лартнӑ куроклӑ пистолет пеме хатӗрех пулнӑ. Алексей ҫак вӑрманта ирттернӗ пирвайхи каҫхине унпа усӑ кураймарӗ. — Ҫук… мана лайӑх… анчах, тархасшӑн, тухса кай. Старик лачлаттарса сурчӗ. Хӗрарӑмсем ӑна пахчасем хыҫӗнче, таптанса пӗтнӗ хупахсем ӑшӗнче шыраса тупрӗҫ те Макариха патне илсе пычӗҫ. Вӗсем йывӑҫ турачӗсем патнелле тапа-тапа сикнӗ чухне Морис патне вӗсен усал шӑрши пыра-пыра кӗнӗ. Гек ун хыҫҫӑн анчӗ. Пире Троекуров аллине параҫҫӗ, пире сан ырлӑхӑнтан туртса илеҫҫӗ! Вара Павел, Бажанова хӑйпе сывпуллашнӑ чухне каланине аса илчӗ те, ун патне ҫыру ячӗ, Бажанова ҫав кунах пычӗ. Виҫӗ арҫын — калама канас… Черет сулахай флангри, ротӑра пуриншӗн те кулӑш вырӑнне шутланакан пӗчӗк ҫеҫ Хлебников салтак патне ҫитрӗ. Унтан, кӑшт чӗнмесӗр тӑчӗ те, хушса хучӗ: — Эпӗ те сечӑра пуласшӑн ӑмсаннӑ, унӑн поэзийӗпе ирӗклӗхӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗ… — Пурнӑҫ ҫине савӑнӑҫлӑрах пӑхӑпӑр, нимӗнех те мар, — ассӑн сывласа илчӗ хуҫа. Вӑл парада ертсе пырать. Ҫак вӑхӑтра тахшин йывӑр алли унӑн хулпуҫҫи ҫине аннине сисрӗ те вӑл, шартах сиксе ӳксе, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, хӑйӗн хыҫӗнче майор тӑнине курчӗ. — Ан пӑшӑрханӑр, Паганель, — терӗ леш, нимӗн те пулман пек. Пӑшал сассипе лашасем тапса сикрӗҫ, анчах эпӗ ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑп. Лару-тӑру кунсерен япӑхланса пычӗ, Муана королевӑн вара Ҫурҫӗр Анголӑра пурӑнакан чаплӑ мганнгӑна чӗнес шухӑш ҫуралчӗ. Урӑхла каласан, ӗнтӗ эсӗ мана унран сивӗтесшӗн, ҫапла-и? Пирӗн идейӑсем ӳссе пыраҫҫӗ, вӗсем хытӑран хытӑ ялкӑшса ҫунакан пулса пыраҫҫӗ, вӗсем халӑха ҫавӑрса илсе, ӑна ирӗклӗхшӗн кӗрешме организацилеҫҫӗ. Лётчиксем шавларӗҫ, саламларӗҫ, унӑн аллисене чӑмӑртарӗҫ, Алексей хаваслӑрах кулса илчӗ: — Тӑванӑмсем, ҫунатсене хуҫса ан пӑрахӑр. Ахальтен мар мана сирӗн ҫине кӑтартрӗҫ. Хӗр ӑна малалла ҫирӗппӗн пӑхса:— Ман ӗҫе тума пултаракан пӗр-пӗр ҫын тупсанах каятӑп, — терӗ. — Эпӗ сантан ӗнтӗ урӑх пӗр сӑмах та илтем мар. Анчах ку майрана… юрамӗ-ши… хӑть вӑхӑтлӑха та пулсан, шыва путарма? — шӑппӑн каланӑ Маякин. Карчӑк мана ҫӑкӑрпа повидло парасшӑн пулчӗ, эпӗ илмерӗм. — Ахалех тенӗ-тӗк — ахалех пултӑр. Ҫапла каласа вӗсем йышӑнаҫҫӗ: ССР Союзне каялла хупас, пурте илтмелле — ССР Союзӗн патшалӑхӗ ҫук вӑл тесе, ССР Союзӗ географиллӗ простой ӑнлавран пуҫне урӑх нимӗн те мар, тесе пӗлтерес! — Анчах куратӑн вӗт-ха, халь мӗн пулса иртнине? Ку вӑл пӗтӗмпех ухмаха тухниччӗ! Сулӑннӑ чух эсир япалана ан ҫапӑр, ан ҫурӑр, хӗҫе каялла туртса кастарӑр, вут татнӑ евӗрлӗн… Пӗрре, нӳхреп ҫинче, эпӗ Павӑлпа ӑна кӑвас каткисемпе хӑяр каткисем вӗрилеме пулӑшнӑ чух, вӑл пире сӗнчӗ: — Ачасем, эпӗ сире вӗрентӗп чуптума вӗренес килет-и? — терӗ. «Апла ун ҫинчен шутламалли те ҫук?» Акӑ ӗнтӗ, хӑйне мӗнле тискер япала хӑратнине ӑнланма хӑтланнӑ пек, пӑлан алчӑраса кайнӑ куҫӗсемпе тепӗр хут пӑхса илет те каллех тарма тытӑнать. Инсаров шӑпах сакӑр кун хушши пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулчӗ. — Пурпӗрех, «темех-и, темех мар-и», вӑл пирӗн пата хӑнана килнӗ, эсӗ ун пек калаҫни аван мар. — Самантрах яратӑп, хамах ҫыру ҫырӑп. Мӗн шухӑшласа кӑлартӑр эсир? Йӗпе ҫӳҫӗ пӗтӗмпех ҫӳлӗ ҫамки ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ. Ҫамрӑк хӗр малтанрах калаҫма чарӑнас пулсан та, пурпӗрех вӑл тӳрех ответ илтес ҫукчӗ. — Ҫапла. Сталин вӗсене хӑйӗн статьипе хӑй енне ҫавӑрса илнӗ. Кредичӗ те ҫук, Петр Фадеевич. Ҫак чаплӑ лашана «Таука» тесе ят панӑ, патагонец чӗлхипе каласан, вӑл «кайӑк» тени пулать. — Пурте аптрамасть пек те-ха, — терӗ Ольга. — Анчах Женя ӑҫта ҫухалнине пӗлмест-ха. Мӗн тери вӑйлӑ пулин те, мӗн кӗтет ӑна ҫак тискер ҫӗршывра? Кунта выҫлӑх, тискер кайӑксем, туземецсем — пурте ӑна хирӗҫ. Аттеҫӗм, Аркадий Павлыч, пирӗн патӑмӑрта пӗр ӗҫ пулса иртни ҫинчен каласа пама ирӗк парсамӑр мана. — Юрать, калаҫмӑпӑр… Генри мана ҫапла каларӗ, Морисе… Тьфу! — Укҫа пур чухне эпӗ тутлӑ япаласем илеттӗм, эпир чей ӗҫеттӗмӗр, сӑмавара ӑшӑтни ҫинчен Людмилӑн вӑрҫма юратакан амӑшӗ ан пӗлтӗр тесе, эпир ӑна сивӗ шыв ярса сивӗтеттӗмӗр. — Сӑмах майӗн каласан, пӗр-пӗринчен уйрӑлӑр-ха, — сирӗн хушӑрта пушӑ вырӑн пултӑр… — Кӑштах тӑхта-ха… — Эпӗ санран ыррӑн ыйтатӑп… Сывлӑш пуланса тӑрать, ку вӑл ҫанталӑк паян чӑтмалла мар шӑрӑх пуласса пӗлтерет. Мӗншӗн мӗнех-ха? — Пысӑк нуша курать халь Болгари, усси вара кӑлӑхах… — Шырӑр, — кӗскен тавӑрчӗ Макҫӑм. Вӑл хӑйне ҫепӗҫ тыткаларӗ пулин те, эпӗ ҫапла шухӑшласа илтӗм: вӑл манпа, князь хӗрӗ пекех, вӑхӑт ирттӗр тесе кӑна калаҫать, ун кӑмӑлӗ ман енне питех туртӑнмасть, манпа паллашни ӑна кирлех мар, мӗншӗн тесен унӑн урах йышши пӗлӗшсем пуртӑр. Ой! Артур та халӗ падре унпа урӑхларах калаҫнине асӑрханӑ, анчах вӑл йывӑр ыйту, «ҫӗнӗ идея» ыйтӑвӗ пирки ҫапла пулнӑ тесе шутласа, хӑйӗн шухӑшӗнче яланах пулнӑ ҫав шухӑш ҫинчен пӗртте асӑнман. Вӗрессе вӗсем ҫав тери тӑстарса, ним йӗркесӗр тискер сасӑпа вӗреҫҫӗ. Тӗлӗнмелле, пӗлекен ҫын аллинче турчка епле вӑйлӑ хӗҫпӑшал пулма пултарать иккен! Чи лайӑххи! Эпир 1605 ҫулсем тӗлнелле Европӑра чи пирвайхи курмалли труба шухӑшласа кӑларнине ҫеҫ пӗлетпӗр. Вӑл хӑйӗн ӗшеннӗ лашине хӗрхенмесӗр хытӑ чуптарнӑ. — Мӗншӗн шӑпӑртах ларатӑн-ха, Куженков? — ыйтрӗ Давыдов. Комсомол райкомӗнчен икӗ арҫын ача килчӗҫ, хӑйсем иккӗшӗ те кӑтра ҫӳҫлӗ, вӗсем пирӗн шкулта комсомол ячейки тӑвасси ҫинчен калаҫрӗҫ. — Мӗн кӑтартан? Халӗ авӑ лайӑхах сӑнаса илме пулать. Сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайман пулӗ те? Ӑна Наташӑн ҫирӗп сӑнӗ кӑмӑла кайрӗ, — Наташа та, ҫак йӗкӗтсем пурте хӑйӗн ачисем пулнӑ пек, вӗсене пурне те тинкерсе сӑнаса ларчӗ амӑшӗ. — Кусене хуть ӗненме те пулать, — терӗ Гленарван. — Эпӗ ӑнлансах илейместӗп, — терӗ Квейс шикленсе. Ара кунта нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук! Вонифатий, ӑҫта ман уҫӑсем, курман-и?! Озеров автоматне ҫӗклерӗ те салтак пуҫӗ тӗлӗнче тепӗр вӑрӑм черет кӑларса ячӗ. Ӗҫ ҫитменни сисӗнместчӗ, — килӗнче икӗ пӗчӗк ача пурччӗ, нянькӑсем хуҫасене юраса пурӑнаймастчӗҫ, вӗсене яланах улӑштарса тӑратчӗҫ; манӑн пӗчӗк ачасемпе аппаланмаллаччӗ, кашни кулленех ача кипкисене ҫӑваттӑм тата кашни эрнерех Жандарм ҫӑлкуҫӗ патне кӗпесем чӳхеме ҫӳреттӗм, — унта мантан кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем мӑшкӑласа кулатчӗҫ. Эпӗ пистолет авӑрлама пӗлместӗп, анчах хальхинче акӑ… тӗлӗнмелле ҫын эсир! Ҫапла пулин те, Николай Антоныча питех хисеплесе каймастчӗҫ. — Кун пеккине ниҫта та курман, анчах та кураҫҫӗ акӑ, — терӗ Мересьев ҫирӗппӗн. Володя Дубков патне кайрӗ, Дмитрий те, хӑйӗн яланхи йӑлипе, манӑн апатчен пӗр ӗҫ пур тесе, таҫта кайса ҫухалчӗ, ҫавӑнпа икӗ сехет вӑхӑтпа хамӑн кӑмӑла килнӗ пек усӑ курма пултартӑм. Ҫук, алӑк чӗриклетрӗ те эпӗ унӑн ҫӳлӗ те хитре кӗлеткине куртӑм. Пӗлӗт, ҫӗрле хумпа хутшӑнса кайнӑ пек курӑннӑскер, халӗ тата аялалла анса горизонта пачах хупӑрласа илчӗ. — Ҫырах, ҫырах, аттеҫӗм, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса, унпала хут хушшинче темле чунлӑ сывлӑш ларать тесе пуль тата ҫав сывлӑша хӑратса ярасран шикленсе, пӗр сасӑсӑр, майӗпен ҫеҫ урайне ларчӗ. Председатель пуҫне пӗкнӗ. Монтанелли Пӑван ҫине каллех тимлӗн, тем ыйтасшӑн пулнӑ пек пӑхрӗ, унтан тӑчӗ те ещӗке уҫса, хирурги инструменчӗсем илчӗ. «Ҫапла ҫав, хуняма карчӑккипе. Ҫыран хӗррипе пыратӑн та — шывра ҫаврака пуленкке выртнӑ пек курӑнать, анчах та вӗсем — ҫӑрттансем! Тинӗселле ишсе тухнӑ чухне вӑл ҫыран ҫине пӑхмарӗ, пирвайхи хумсем ҫапӑннӑран карап хӗрри тӑр чӗтресе каялла туртӑннӑ пек пулсан та, унӑн шухӑшӗсем сирӗлмерӗҫ. — Кӗр-ха, — терӗ вӑл кӗскен ҫеҫ. Каретӑсем патша ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Запорожецсем тухрӗҫ, ытарма ҫук чаплӑ ҫенӗке кӗчӗҫ те йӑлкӑшса та ҫиҫсе выртакан пусма тӑрӑх хӑпарма пуҫларӗҫ. Эпӗ сана пулӑшса тӑрӑп. Кусене Атӑл хӗрринчен, Куйбышеври пӗр хӗр ярса панӑ; Анчах унӑн чӗринче вӑрттӑн та тӗксӗм туйӑм палӑрать; вӑл лайӑх мар кулянупа салхуланчӗ. — Ҫапла… Никам та ҫук… — терӗ сержант, хулпуҫҫисене хӗссе. — Никам та… Эпир ӗҫсӗр ларатпӑр. Эпӗ хӗре кураймарӑм! Костя арча ҫине ларчӗ, ботинкине алла илчӗ. Катюшка валли манӑн истори хӗл каҫиччен каласа пама ҫитӗччӗ. Манӑн ахалех укҫа илес килмест. Казаксем пурте пӗр пулса, вӗсене хаваслансах пулӑшаҫҫӗ. Курпунна кӑларма тивет ӗнтӗ вӗсемшӗн, вӑл тӗрӗс. Ун айӗнче, куҫпа виҫейми тинӗс пек сарӑлса, симӗс-кӑвак хумлӑ лӑсӑллӑ вӑрман курӑнчӗ… Отряд малалла куҫса пынӑ май тӳремлӗх хӑй сӑнне ҫухата пуҫларӗ; сӑртсем ҫывӑхрине систерекен вырӑнсем тӗл пулма пуҫларӗҫ, ҫӗре ҫурса пӗтернӗ пӗчӗк ҫырмасемпе хытӑ юхакан шывсем пуҫланчӗҫ. Анчах пирӗн торпеда хыҫҫӑн, моряксем каларӗшле, вӑл «пӑслантарма» пуҫларӗ, тӗрӗс ҫулне ҫухатрӗ, пӑс хушшине юлса пытанчӗ. Володя хӑй манран ҫӳлерех тӑнине палӑртмасӑр тӳсеймерӗ. Хуҫа ун умӗнчех каларӗ: — Эсӗ, Пешков, Миллоннӑйне кайма пӑрах! Тӗттӗм ҫӗре вырнаҫать, вилнисемпе пӗрлешет»… Грант капитанӑн йӗрӗсем халӗ ӗнтӗ таҫта кайса кӗчӗҫ. Нуккӑ, ҫырӑр-ха! Кӑнтӑрла иртсен Шурӑ Кашкӑр вигвамне Америкӑри тир компанинче ӗҫлекенсенчен пӗри Уэсли Фокс пырса кӗнӗ. Каяс умӗн, вӑл полицейскине ӑнлантарса пама пӑхнӑ: — Сире каларӑм эпӗ, «Ӗнесене вилӗм» тесе. Ку документра кӑтартнӑ датӑпа, 1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче тенипе, килӗшсе те пырать. — Ҫук. — Килет те пулӗ. Кайрӑмӑр апата. Халӗ ӗнтӗ ҫав йӗп панулми тӗнӗлӗ пулса тӑчӗ: панулмие халь ун тавра кустӑрмана тӗнӗл тавра ҫавӑрнӑ пекех ҫавӑрма пулать; тӗнӗлӗ хӑй вырӑнӗнчех тӑрать — вӑл ҫаврӑнмасть. Питех те кетсе ывӑнмалла сехет хыҫҫӑн сехет тӑсӑлса пынӑ. Вӗсем каллех ҫывӑрса кайнӑ та, выҫӑскерсем, пӗтӗмпех хуйхӑ пусса ҫитернӗскерсем, вӑранса кайнӑ. Кимӗ тӑшман карапӗсенчен хӑтӑлчӗ, анчах чи йывӑрри малта-ха. Тепӗр эрнеренех вара хирте ҫирӗм виҫӗ ҫӗмел тулӑ ҫунса кайрӗ пирӗн! Мухтани этем туйӑмӗ ҫинче ҫеҫ мар палӑрать, унӑн асне те хӑватлӑ вӑй парать, мухтанин сипле вӑйне пула эпӗ чылаях ӑсланнӑн туйрӑм, пуҫа шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа киле-киле тулчӗҫ. — Эхер эпӗ сиртен нимӗн те пытармасса сӑмах патӑм пулсан, сире те эпӗ пытаратӑп тесе шутлама сӑлтав ҫук. Уншӑн пулсан, ҫав ҫапӑҫу курайман грингосен курайман вӑййи кӑна пулнӑ. Марсиан тӗтреллӗ, тӗлӗнмелле инҫетелле аллине тӑсрӗ те вӑрӑммӑн кулса каларӗ: — Азора. Пурне те кӑлараҫҫӗ… — Эсир чӗнтертӗр-и мана, Анна Васильевна? — тесе ыйтрӗ вӑл. Ҫын аяккалла пӑрӑнчӗ. — Эс тӑхта, эс итле, эс ҫакна ӑнлан: халӑха сӑмахпа мар, ӗҫпе ҫеҫ хавхалантарма пулать. Вырӑс халӑхӗ Еруслан Лазаревичсем ҫине, Хомкӑпа Еремкӑсем ҫине, мӗн пурне ӗҫсе тата ҫисе яракан ҫынсем ҫине каҫса кайсах пӑхать, ку ӑна тӗлӗнтермерӗ: ӳкерсе хунӑ сӑнсем — халӑх лайӑх пӗлекен япаласем; анчах ҫак сӑрӑпа чӑпарлатнӑ картинӑсене туянакансем ӑҫта? — Озеров картӑ патӗнчен уйрӑлчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл текех инҫетри кӗтессене кайса лӑпчӑнса лармасть, кӑшт именерех пулин те, хӑйне ыттисемпе тан хурса ушкӑн калаҫӑвне хутшӑнать. Социализмран коммунизма ҫитиччен утма ҫеҫ мар, сиккипе чупма та пултаратӑп, анчах, паллах ӗнтӗ, хамӑн ватлӑха кура, сывлӑшсӑр пулас мар тесе, ытлах васкамасӑр чупӑп. Ехусем хӑйсен кӑлтӑкӗсемпе тата тӑнсӑрлӑхӗпе киленсе пурӑнма пултарнӑ пулсан, мана вӗсен пӗтӗм йӑхӗпе килӗшсе пурӑнма авантарах пулнӑ пулӗччӗ. Пӗри адъютант шинелӗпе, тепри ҫуран ҫар шинелӗпе, анчах шинелӗ ҫӳхе ун, хулпуҫҫийӗ урлӑ вӑл сумка ҫакса янӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑй шухӑшне пӗтересшӗн пулмарӗ те, чунӗ йывӑрланнине сирсе яма тӑрӑшса, ассӑн сывласа илчӗ. Тута хӗррине йӗркеллех ӳт илсе лартрӗ, анчах ҫавӑнтан вара мана Щукарь тесе чӗнме пуҫларӗҫ. — Монтигомо Хурчка Чӗрне, — терӗ Марья Васильевна, унӑн сасси пӗрремӗш хут кӑштах чӗтресе илчӗ. Пӑшал кӗрлесе кайрӗ. Пуля чула пырса лекрӗ те шӑйлатса канава сирпӗнчӗ. — «Савнӑ Лена», вуларӗ Воропаев. Кондрат ҫуллахи ҫӗртме тунӑ ҫӗрте, хирте, пулнӑ. Атя! — Юратмастӑн! — терӗ каллех Ергушов. — Феничка… Федосья, — тавӑрчӗ Аркадий. Кансӗр мар-и? «Ҫитӗ-ҫке!» — тет вӑл урапана пусса тӑракана. Эсӗ пит те ӑна кӑмӑла каймастӑн… Вӑрттӑн япала! Ӑна карета патне илсе пыраҫҫӗ те хӗрӗпе юнашар кӗртсе лартаҫҫӗ. Кама хӗнемелле-ха? Темӗн ҫунатчӗ ман ҫинче, регланпа атӑ пулас, хама пӗҫертнине ҫапах та туймарӑм эпӗ. Мӗнле йӑрӑс та илемлӗ унӑн пӗвӗ, мӗнле ырӑ утти! Антек салху, ҫилӗллӗ. — Ҫук, Гек, вӗсене унтах хӑварар. Каллех урайне пирус тӗпӗсем пӑрахса тултартӑн… Петровна йӑмӑка хӑйсем патне чӗнсе кайрӗ, эпӗ киле таврӑнса, чылайччен хӑй ҫутмасӑр лартӑм. Вӑл илемлӗ, анчах унта савӑнмалли нимӗнех те ҫук. Джек час-часах хӑй нумайранпа курман ашшӗ ҫинчен калаҫрӗ. Тепӗр ирхине шурӑмпуҫӗ килсен, вӗсем ҫамрӑк скваттерсемпе пӗтӗм чун-чӗререн калаҫса уйӑрӑлчӗҫ. Давыдов ахӑлтатса кулса ячӗ, старике ыталаса илме тӑчӗ, анчах лешӗ вӑрт ҫаврӑнчӗ те, хытӑ тарӑхса, лач сурса хучӗ, вара, сывпуллашмасӑрах, мӑкӑртатса вӑрҫса, хутор еннелле утрӗ. Том пуҫӗ тӗлӗнчӗ, йывӑҫсем ҫинче, ҫӑварӗсене карса ларакан ҫынсем: «Мефф Поттер кайма шутламасть те, вӑл именнӗ пек те нимӗн тума пӗлмен пек тӑрать ҫеҫ», — тесе пӗлтерчӗҫ. — Андрей.! . — кӑшкӑрчӗ Павел, ҫенӗк алӑкне уҫса. Хӗнессине мистер Доббинс питех ыраттармалла хӗвет, мӗншӗн тесен, вӑл ҫутӑлса тӑракан пысӑк кукшине парик айне пытарса ҫӳресен те, ҫапах та вӑл ватӑласси виҫе-ха, мускулӗсем те унӑн тӗреклӗ. Вон! Аппӑшӗсем ҫине, вӗсене хӑйӗнчен кая шутласа, ҫӳлтен, йӗрӗнсе пӑхнӑ. Сӑну ӑҫта сан, сӑну? Эпӗ, Савельич тарӑхни-мӗннине пӑхмасӑр, малалла кайрӑм, часах ӗнерхи ҫил-тӑмана та, ун чухне ҫул кӑтартакана та, мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп ҫинчен те манса кайрӑм. «Пӗлет хӑй, ҫапах та кӗрсе выртатех, — тарӑхса шухӑшларӗ Артамонов. Никам та тыткӑна лекнӗ ҫын хутне кӗме хӑяймарӗ. Уйӑх тӳпене ҫӗкленнӗччӗ, ҫыран хӗрринче темле шурӑ тумтирлӗ ҫын ларнӑ пек курӑнчӗ. — Сирӗн манран кулас марччӗ. Пин ура Ҫӗлене вӗлернӗ хыҫҫӑн пурте лӑпланнӑ. — Тирпейлӗ ҫын! — тесе кӑшкӑрса илчӗ доктор. — Ӑҫта каятӑр вара эсир? Чӑшӑлтатрӗ, пӑшӑлтатрӗ путсӗр хӗрарӑм, Иван Никифоровичӗ хӑй Иван Иванович ҫинчен ытла илтесшӗн те марччӗ-ха. Жоржетта хыҫҫӑн асли, тӑватӑ ҫулхи «пысӑк ҫын» Рене-Жан вӑранчӗ. Инсаров ӑна Российӑра сайра тӗл пулакан ҫепӗҫлӗхпе алӑк патне ҫити ӑсатса ячӗ те, пӗччен юлсан, сюртукне тирпейлӗн хывса хурса, хучӗсене майлама тытӑнчӗ. Жандармсем пулман пулсан, судья тени мӗскӗн ҫын кӑна, кӑлӑхах ӗмӗтленекен ҫын кӑна пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ, тен шӑпах ҫакӑн чух мана ӑвӑс катинче персе пӑрахманшӑн пӗтӗм чунӗпе кӳренчӗ пуль! — Ҫук, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ, — документа вулама пӗлмелли уҫкӑч! — Хам тӗрлерӗм, — астутарчӗ протопоп арӑмӗ. Анчах хӑй авӑнкалама пултарнипе тӗлӗнтерсе ҫав ас мана пӗтерсе пыратчӗ, юлашкинчен вара эпӗ вӑл пур енчен те мана хирӗҫле пулнине сисме пуҫларӑм. Гофманӑн пӗр повеҫӗ Джеммӑна килӗшнӗ, анчах вӑл ун ятне маннӑ, чӑннипе каласан, ӑна повеҫӗн пуҫламӑшӗ ҫеҫ килӗшнӗ: вӗҫне е вуламан, е манса кайнӑ. Ҫынсем пурте хӳмесем ҫумне, хапхасем ҫумне ҫыпҫӑнчӗҫ. Лашасене тытса пыракан ачана хуса ятӑм та ун вырӑнне лартӑм, лашасене тапратрӑм. — Эпӗ площадь еннелле ҫаврӑнса пӑхрӑм та пӗтӗм вӑйпа чупакан Максим Максимыча куртӑм… Ҫамрӑк йӗкӗт хаваслансах кайрӗ. — Ку ҫурт нумайранпа тӑрать-и? Часах вӑл чӗнми пулчӗ, Гленарван ыйтӑвӗсем ҫине те ответ пама пӑрахрӗ. Унӑн урисем, ӳсӗр ҫынӑнни пек, урлӑ-пирлӗ пускалама пуҫларӗҫ. — Пӗлетӗп. Сквайр! Вӑл аш юлашкине куҫӗсемпе пӑхса виҫсе илет, сӑра ӗҫет те каллех чаплаттарать. Кашкӑрӑнни евӗр чӑнкӑ та кукшаланма пуҫланӑ ҫамки айӗн вӑл хӑвӑрттӑн пӳлӗм ӑшчиккине пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан, путса кӗнӗ куҫ лупашкисенчен йӑлтӑртатса пӑхакан сенкер пӗчӗк куҫӗсене йӑл кулнӑн хӗссе илчӗ те тенкел ҫинче ларакан хӗрарӑмсене — кил хуҫи арӑмӗпе кинне — пуҫ тайрӗ. 17-мӗшӗнче эпир пысӑк утрав е континент патне ҫывӑха пытӑмӑр. Вӑл мӗн иккенне эпир тӗрӗссипе пӗлмен. Ҫав ҫӗртен кӑнтӑралла, тинӗселле ансӑр йӑран тӑсӑлса каять тата пит ӑшӑх бухта курӑнать, ҫавӑнпа водоизмещенийӗ ҫӗр тоннӑран ытларах карап унта кӗреес ҫук. Унтан вӑл йӗпе урине кӑвайт умӗнче тӑратса типӗтме пуҫларӗ. Ҫиелтен лакпа витнӗ пек ҫутӑлса тӑракан Алексей ӑшшӑн кулса, Дрёмоври ташӑ ӑсти ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ те, сасартӑк шуралса кайса, хӗр пек ҫуйӑхса, куҫпа курса юлмалла мар хӑвӑрт ташлама тытӑнчӗ. Штрафламалла йӗрке туса хурӑпӑр, бригадирсем хӑйсем ответ тытмалла туса, асӑрхаса тӑма вӗсене хушӑпӑр. — Халех Лозневой патне кайӑр та тупӑсене флангсене хӑвӑр леҫтерӗр! Вӗсем Кононов ҫитӗнӗвӗсемшӗн мӗнле кӗвӗҫнине те Фома лайӑх пӗлнӗ, мӗншӗн тесен, Кононов хӑйӗн пӑрахучӗсен шутне ҫуллен ҫулах ӳстерсе пынӑ. Килӗрен киле чупса ҫаврӑнма Банник урисене шеллесе тӑмарӗ. Анчах ӑна Миша ҫыратчӗ; халӗ вӑл пирӗн полкра служить тӑвать — унта вӑл хаҫатра ман ҫинчен некролог тухсан икӗ кунтан пынӑ иккен. Уйӑрӑлса кайнӑ чух кулкаласа, хура куҫӗсене шанчӑклӑн вылятса илчӗ. Ун чух Воропаев ача патне пырса, унпа калаҫса пӑхасшӑнччӗ, анчах хӑйӗн ачалӑхне тата пысӑккисем ачасен вӑййине пӑсма ҫеҫ пултарасса аса илни ӑна тытса чарчӗ. Кун хыҫҫӑн процесс малалла питӗ хӑвӑрт кайрӗ, ӑна васкатассипе суд таврашӗсем мухтанма пултараҫҫех ӗнтӗ. Люк хупӑнчӗ. Артур хаклӑ йышши «шерпет» тултарнӑ кӑкшӑма майӗпен тирпейлесе витрӗ те, пушӑ пичке ҫумне ларса, тӑварлӑ ашпа сухари ҫиме пуҫларӗ. Сасартӑк вӗсен умне витенелле пыракан Кирила Петрович тухса тӑчӗ. Урамсенче епле шав тӑрать! Пурӑнӑҫне ытлашши иртӗхсе, асса пурӑнни унӑн сывлӑхне чылаях начарлатнӑ, сӑн-пичӗ ҫине нихҫан кайми йӗрсем хывса хӑварнӑ. Ҫапла, пӗр сехет пек каярах кунта ман савнӑ мӑшӑр килет; эпир, Антипушка Грачпа иксӗмӗр, тулта ларатпӑр, унта табак туртатпӑр, артистсем ҫинчен, хамӑрӑн иртсе пыран пурнӑҫ ҫинчен калаҫатпӑр. Куратӑн-и? — терӗ Лука. — Кама? — Хӑраҫҫӗ! — ирӗксӗрех шухӑшларӗ амӑшӗ. Икӗ хутчен ҫеҫ кӗнӗ? — Мӗн калас тетӗн эс кунпа, Макс? — ыйтрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм хыттӑн, унӑн пичӗсем ҫине хӗрлӗ тӗс тапса тухрӗ. Ҫапла, шухӑшласа пӑхӑр! Атя каялла каяр, господин юлташ? Ҫапла вара, юлташсем, эпӗ акӑ мӗн калатӑп: колхоз урлӑ анчах… Эпир ҫур миль кайрӑмӑр пулсан та пӳрт алӑкӗ умӗнче пӗр хресчене те курмарӑмӑр, пӗр кӗтӳҫе те тӗл пулмарӑмӑр; хӑйсем тӗллӗн ҫӳрекен ик-виҫӗ ӗнепе темиҫе сурӑх таки ҫӳренине ҫеҫ куртӑмӑр. «А пан ҫакна пӗлмест-и вара: турӑ эрехе ӑна пур ҫын та тутанса пӑхтӑр тесе туса панӑ. Ӑна вырӑнтан хускатма та вӑй ҫитерейместӗп хам, ирӗксӗрех «Вӗси! Вӗси!» тесе кӑшкӑратӑп. — Шухӑша кайни. Акӑ эсӗ хӑвах курӑн: кунти атмосфера тинӗс шывӗ ҫине хытӑ пусса тӑрать пулин те, шыв кунта та пурпӗр Атлантика океанӗ ҫинчи пекех хӑпара пуҫлӗ. Ку туратсем «хайхи ҫунман йывӑҫ» текеннисем пулчӗҫ, ун ҫинчен Австрали ҫӗрӗн тӗлӗнтермӗшӗсем ҫинчен каланӑ чух Паганель те астутарса хӑварнӑччӗ. — Мӗнех вара? — Пӗлетӗп, — терӗ Санин. Пур-и? Вӗсем пӗрне-пӗри хӑналарӗҫ. Мускаври пӗлӗшӗсен сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗҫ, апат лайӑх пӗҫерсе панӑшӑн камериера ырласа алӑ ҫупрӗҫ, яланах унран чӗрӗ frutti di mare ыйтрӗҫ; камериер хулпуҫҫине сиктеркелерӗ, урисене шартлаттарчӗ, вӗсен пӳлӗмӗнчен тухсан, пуҫне сулкаларӗ, пӗрре вара, ассӑн сывласа, poverrtti! — Вӑйлине турӑ каҫарать, тет, начаррине вара нимӗнле каҫару та ҫук, тет… Фома, ҫак сӑмахсене пула, аванмарланса кайнӑ, вӑл хӑйӗн тавра пӑхса илнӗ: мужиксем салхуллӑн, ытахаллӗн ҫеҫ кулкаласа тӑнӑ. Инҫетрен, хыҫалти ретсенчен, хӗрарӑмсем ҫапла иртӗхнине ырласа кӑшкӑракан арҫынсен сассисем янӑрани илтӗнчӗ: — Ҫара уран хӑварӑр ӑна! Пусӑ витри чанкӑртатса илчӗ. Тата урӑх кама та пулсан пӗлместӗн-и, тесе те ыйтрӗ-ха вӑл манран… Шухӑша кайнӑ Печорин ун ҫине куҫне илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Хӗр те ун ҫине час-часах куҫ айӗн пӑхкаласа илнӗ. Эпӗ кӗнекесенчи пӑлхатакан пыла ӗмсе тултарса хам ӳснине сисеттӗм, ӗнтӗ ҫирӗпрех калаҫма пуҫларӑм, — Хохол пӗрхут кӑна мар, кула-кула, мана мухтакаласа илчӗ: — Лайӑх ӗҫлетӗр, Максимыч! Ҫырнӑ, ҫырнӑ та — патша патне кайнӑ: пӑх-ха, санӑн величество, пирӗн мужиксем мӗн ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ! — тенӗ. Янахне ҫыхса янӑ тутар вӗҫӗсем пуҫӗ ҫинче икӗ пӗчӗкҫӗ мӑйрака пек тӑратӑнса тӑнӑ, вӗсем унӑн, калаҫнӑ май, чӗтрене-чӗтрене илнӗ. Вӑл авса тунӑ качалка ҫине канлӗн выртрӗ те, тинӗсре шыва кӗнипе тата хӗвел пӗҫернипе ӗшенсе ҫитнӗскер, тӗлӗрсе кайрӗ. — Эсир хӑвӑр ҫине ытла та нумай илетӗр, Зеб Стумп, — тесе хирӗҫленӗ Кассий Кольхаун. «Хӗрсен ӑшӗнче пурне те ыйтса пӗлме ӗшкӗртекен шуйттан ларать тесе, тӗрӗсех каланӑ пуль ҫав ҫынсем. Эпӗ ӑнланмастӑп. — Акӑ эсир каллех чирлесе ӳкрӗр, — терӗ Тельмарш. Наталья, ҫурӑмне пӗшкӗртсе, хӑйӗн ури айне, Никита тарӑхсах кӗреҫепе лӑпкаса тикӗслекен пӗчӗк тӑпра купи ҫине, пӑхса тӑрать. Анчах ун, ӳсӗрскерӗн, хӑтланӑвӗ питӗ тирпейсӗрччӗ, револьверне вӑл сывлӑшра ытла та хӑрушшӑн сулкалашрӗ, ҫавна пула Ромашов, ӑнсӑртран шанлатса-кӗрӗслетсе кайма пултаракан сасса кӗтсе, питне ҫеҫ хӑра-хӑра пӗркелентерчӗ те куҫне хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн мӑчлаттарчӗ. — П-полковник сире эпӗ ҫын мар, э-эсрел тесе каламан-и? Ҫакӑн хыҫҫӑн его величество утрав ҫинчи ҫынсене хула ҫине чулсем пӑрахма хушнӑ. Пӗр сысни, авӑ, пылчӑк ӑшӗнче ҫӑрӑннӑ-ҫӑрӑннӑ та халӗ урам тӑрӑх лӳпперрӗн утса пырать, хыҫӗнче — ҫурисем. Кӑшт кайсан, вӑл ҫул урлах тӑсӑлса выртрӗ. Иртен-ҫӳрен ҫынсем уншӑн нимӗн те мар, куҫне хӗскелесе, хӑлхисене вылятса вырта парать, ҫурисем ӗмеҫҫӗ, хӑй ҫав тери кӑмӑллӑ, уншӑн ӑна шалу тӳлеҫҫӗ тейӗн. Одинцова Аркадирен кӑштах аслӑрах. Вӑл ҫирӗм тӑххӑрмӗш ҫула кайнӑ, анчах ун умӗнче вӑл хӑйсем хушшинчи ҫулсен уйрӑмлӑхӗ тата та пысӑкрах пулнӑ пек, шкул ачи пек, ҫамрӑк студент пек тӑрать. Дикарь йӑваш, хастарлӑ, ӑслӑ ҫын иккенне курнӑ вӑл, вара ӑна хӑй аллине илнӗ. Марсден ӑна темиҫе михӗ Европа тыррисене тата ҫӗр ӗҫӗнче кирлӗ хатӗрсене тупса панӑ. Пирӗн тупнӑ картечьпе авӑрланӑ мӗн. Генри, мӗншӗн эсӗ ӑна ҫавӑн пек тивӗҫсӗр кӳрентертӗн? Манран илнине тавӑрса пар эсӗ малтан, Лейф Бакнер, вара эпӗ сана пӗр-ик тонна кивҫен парӑп, хут ҫырса алӑ та пустармӑп. Эпӗ кунта пачах нимӗн те ӑнланмастӑп… — Чӑнах та? — тӗлӗнтӗм эпӗ. Эпӗ ӑна вӑл ӑслӑ та хисеплӗ тата пуян пулнипе кӑна хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ҫынсем хӑйсен ӑссӑрлӑхӗпе питӗ чухӑнлӑхне пула кӗрсе ӳкекен инкекрен ӗмӗрлӗхех хӑтӑлни ҫинчен каласа патӑм. Эпӗ Киш, Бок ывӑлӗ, ҫакна каларӑм! — тесе пӗтернӗ Киш хӑйӗн сӑмахне. Павел Андрейпа пӗрле таврӑнчӗ; хохол унпа пуҫне сулкаласа калаҫрӗ: — Эх, Исайка, Исайка, — мӗн тӑвас унпа? Теткӑпа тӗттӗм ҫӗрте юлма шиклӗ пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл ун хыҫҫӑн кайнӑ. Чирлӗскер, вӑл мана паллаймарӗ. Ара, каламалли те мӗнех пултӑр-ши унӑн? Итлӗр-ха, вӑл мана пачах кирлӗ мар. Унӑн тарҫи пулман, анчах та вӑл никам пулӑшмасӑрах хӑйӗн пӳлӗмне тирпейлерӗ, сӗтел-пукансене вырнаҫтарса лартрӗ, тусанне сӑтӑрса тухрӗ, урайне шӑлса кайрӗ. Час-часах килленсех кулать, кӑвак куҫӗсем кӑмӑллӑн пӑхаҫҫӗ, хурчӑка сӑмси пек сӑмси патӗнче кулӑшла пӗрӗнчӗксем выляса ҫӳреҫҫӗ. Морис Джеральд вӗлерме пултарайман… — Пултарайман апла? Эпир кунтах, юнашарах тӑтӑмӑр-ҫке. Вӑл ҫӑварӗнчен хӑйне калаҫма чӑрмантаракан ҫӗҫҫине илчӗ, анчах вырӑнтан хускалмарӗ. Юрататӑп сана… Мӗн тесе пемелле-ха вӗт-шакӑр кайӑка е, акӑ, мулкачах та? Никама та сиен тумаҫҫӗ вӗсем, пурнасса вара, сирӗнпе пирӗн пекех, кашнин пурнас килет. «Ҫавӑнпа ҫав дворянина, вӑрӑ-хурах шутласа, тӗне хирӗҫ иртӗхнӗскере, вӑрӑна ҫарату ӗҫӗнче тытӑннӑ ултавҫа сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа, тӗрмене е патшалӑх острогне яма ыйтатӑп, унта вара унӑн чинӗпе дворянин ятне пӗтерсе розгӑпа хытӑ ҫаптарнӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗре каторгӑна яма ыйтатӑп. Суд тӑваканӗсене ҫул укҫисене ун ҫине хурса тӳлеттерме хушатӑп, манӑн ҫак прошени тӑрӑх решени йышӑнма ыйтатӑп. Яхта тӗреклӗрех тӑтӑр та ытлашши ан силлентӗр тесе, паруссемпе мӗн май килнӗ таран усӑ курма тӑрӑшать Джон Мангльс. Ӑна та вӑл пӗр кун хушшинче 50 километр кайсан ҫеҫ ҫапла утса тухма пултарнӑ пулӗччӗ-ха. Халь ӗнтӗ пӗтӗм ӗҫшӗн пирӗн ответ тытас пулать. — Тавтапуҫ. Ҫак самантра пӑхатӑп та — ҫӑлтӑрсем вир кӗрпи пек йышлӑн-йышлӑн сапаланса тухнӑ; кӗркунне, ҫурла уйӑхӗ… сулӑ манӑн ак еплерех чӗтрет, Мстислав Сергеевич… Эпӗ ҫип вӗҫне хӑвӑрт чӗртрӗм те ҫыран хӗррине чупса пытӑм. Кӑшкӑрнӑ сасӑсем — ҫӳлти патшалӑхран килекен асӑрхаттарусем, енчен эпир вӗсене ӑнланма тӑрӑшмасан, вӗсем пире йывӑрлӑхран ҫӑлас вырӑнне инкек кӑтартма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпӗ ниме тӑманскер-и, Увар Иванович? — Салтак мӗн тума кунта тата? Мӗн тумалла-ха?.. Акӑ кӑмака ҫумӗнчи выртмалли вырӑн, ун ҫинче утюг, хулӑн хытӑ хутран тунӑ катӑк сӑмсаллӑ пукане, пӗчӗк лаххан, ала ҫумалли чӑм лараҫҫӗ; акӑ чӳрече, ун ҫинче хура ӑвӑс татӑкӗ, пурҫӑн ҫип ҫӑмхи, пӗр вӗҫӗнчен ҫыртса илнӗ симӗс хӑяр, канфет коробки ним йӗркесӗр сапаланса выртаҫҫӗ, акӑ пысӑк хӗрле сӗтел, ун ҫинче, ҫӗлемелли япала урлӑ, йӗри-тавра ҫитсапа ҫӗлесе ҫаврӑннӑ кирпӗч выртать, ку сӗтел хушшинче вӑл ларать, хӑй эпӗ юратакан кӗрен пир кӗпине тӑхӑннӑ, мана уйрӑмах илӗртекен виҫ кӗтеслӗ сенкер тутӑрне ҫыхнӑ. Алвишпа Уджиджирен килнӗ пӗр метис-сутуҫӑ садра, Уэлдон миссис пурӑнакан суртран инҫе те мар, калаҫса ларчӗҫ. Урӑх ҫын каланӑ пулсан, эпӗ хама йӗкӗлтеҫҫӗ тесе те шутланӑ пулӑттӑм». Унӑн сӑнӗ мана ӗнерхинчен те чипертерех курӑнчӗ; вӑл ҫав тери чечен, ӑслӑ та кӑмӑллӑ. Хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн ҫур сехетрен урама тух та анӑҫ енчи тӳпере каҫхи ҫӑлтӑра шыра. Исидора хӑйӗн хӗрӳллӗ лашине кӑшкӑрса та, пушӑпа та, шпорӑсемпе те хӑвалать. Огняновпа юнашар ларса, вӑл чи хитре хӗрсене кӑтартма тытӑнчӗ, кашнине ятпа каласа тухрӗ, мӗнле кӑмӑллине те асӑнсах пычӗ. Замок таврашӗнче хӗвӗшсе ҫӳрекен ҫынсен хура мӗлкисем курӑнаҫҫӗ. Шапа шыв тӗпӗнче лапчӑнса ларнӑ. Эпӗ хам кимӗпе валашка варрине ярӑнса тухсанах, шапа кимӗ ҫине упаленсе хӑпарчӗ те ӑна пӗр еннелле пит хытӑ тайӑнтарса ячӗ. Кимӗне ӳпӗнме парас мар тесе, тепӗр хӗрри ҫине пӗтӗм кӗлетке йывӑрӑшӗпе уртӑнса выртмалла пулчӗ. Халӗ ӳсӗр мар эпӗ, тархасшӑн ан ухмахланӑр! Ҫав статьяна чӑтма пултараймарӑм, ҫавӑнпа ҫур ҫул хушшинче пӗрремӗш хут ӗҫрӗм. «Ак абрека эпӗ пӗчченех вӗлеретӗп!» — шухӑшласа илчӗ те вӑл пӑшалне ярса тытрӗ, васкамарӗ, анчах пӑшал тӗрекӗн юплешкине хӑвӑрт вырнаҫтарса лартрӗ, ун ҫине пӑшалне хучӗ, сас-чӳ кӑлармарӗ, аллипе тытса курокне ҫӗклерӗ те, сывлама чарӑнса, пӗрмай тинкерсе пӑхса, тӗллеме тытӑнчӗ. Йӗри-тавра пурне те ҫав тери хытӑ астуса юлтӑм: куҫа хупса лартсан та, эпӗ тӗттӗмре подвала пӗтӗмпех куратӑп, ҫав сӗтелсене пурне те, чӳрече анисенче сӑр банкисем ларнисене, кисть ҫыххисем тӑнине, иконӑсене, кӗтесре, пожарнӑйӑн каски пек туйӑнакан пӑхӑр умывальник айӗнче, мӑшкӑлтӑк шыв лахханӗ ларнине тата пулат ҫинчен Гоголевӑн ҫара ури, шыва кайса вилнӗ ҫын ури пек, кӑвакскер усӑнса тӑнине куратӑп. Эпӗ тӗрӗс мар шухӑшланине, йӑнӑшнине мана вӑл нумайччен лайӑх сӑмахсемпе каласа ӗнентерчӗ. Икӗ ывӑлӑма, аттеҫӗм, черетсӗрех салтака пачӗ, халӗ ӗнтӗ виҫҫӗмӗшне парать. — Эх, ҫутӑ тинӗс! — хулӑн та пысӑк сасӑпа каларӗ Андрей. Закона сыхлакансем Морис Джеральд ҫар тӗрмине лексен виҫҫӗмӗш кунне унӑн вӗриленни пӗтнӗ, вӑл вара аташма пӑрахнӑ. Урисем унӑн — икӗ минтертен майлаштарса хунӑ евӗрлерех, кӗске. Мӗнех, намӑс сӑмахпа ятлаҫма тивӗҫ пур, паллах, унӑн! — Мур илеcшӗ! — терӗм хам ӑшӑмра ку сӑмахсем тӑрӑх пичче тен, документ чӗлхи пирки мӗн те пулин калама пултарнӑ пулӗччӗ. Хутор ҫыннисене тӗрте-тӗрте сиркелесе, вӑл тараса патне пычӗ. Вӗсем пӗр пек кӑмӑллӑ мар, Артём, ҫиелтен пӑхсан, хытӑ чӗреллӗ пек туйӑннӑ пулин те, вӗсем пӗрне-пӗри хытӑ юратнӑ. — Шакка!.. — сӑмахне илтичченех, тутисем хускалнӑ тӑрӑхах чухласа илчӗ Тимофей. Вилнӗ Ваҫили Андрейчӑн кӗрӗкӗ ҫине, пӗтӗмпе чӗтрекен Мухортый ҫине те, тата кӑшт курӑнса тӑракан ҫунапа ун тӗпӗнче вилнӗ хуҫи айӗнче выртакан Миките ҫине те юр тултарса ларта пуҫланӑ. Зинаида мана хӑйӗн шӑллӗпе паллаштарчӗ. «Акӑ сире, — терӗ хӗр, — ман савнӑ Володьӑм (вӑл мана пӗрремӗш хут ҫапла чӗнчӗ), юлташ. Ҫынсем! — кӑшкӑрчӗ амӑшӗ, халӑх хушшине хӗсӗнсе кӗрсе. Ушкӑнри выҫӑ рыцарьсем ку япаласене тытас тесе хӑйсен ҫӗлӗкӗсене ҫӗклеҫҫӗ, пуҫӗпе таҫта ҫӳле тухса тӑракан мӗнле те пулин пысӑк шляхтич, ылттӑн тӗслӗ тӗксӗмленнӗ шнурсем ҫыхнӑскер тата шупкаланса кайнӑ хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑскер, вӑрӑм аллисемпе вӗсене ыттисенчен малтан ярса илет; алла ҫакланнӑ ҫимӗҫе чуптуса чӗри тӗлне тытса чӑмӑртать те, вара ҫӑварне хыпать. — Выҫӑ ларатӑр, хӑвар прислуга тытатӑр, — тесе хушса хучӗ Серёжа. — Сывӑ пулччӑр Итали рабочийӗсем! — тесе кӑшкӑрчӗҫ тепринче. Анчах кукамай итлесе пӗтермесӗрех мана чарать: — Ун пек юрӑ пур, анчах вӑл лайӑхрах! — тет. Вӗсене хӑйсем ӗмӗтленекен пурнӑҫ парнелетпӗр. Пухуран ҫурҫӗр иртсен чылайран тин саланчӗҫ. Йывӑҫсем каллех шӑпланса хытса ларнӑ пек пулчӗҫ. Ҫапла вара ҫав кун каҫ пуличчен экспедицине малалла туртса пыракансенчен пилӗк вӑкӑр та тӑватӑ лаша анчах тӑрса юлчӗҫ. — Эсир чӗнместӗр-и? — терӗ вӑл малалла. Анчах тепӗр минутран пулса иртнӗ ӗҫе Давыдов тахҫан кайран та шиклӗн чӗтремесӗр аса илме пултараймарӗ. Ытла нараста ҫын вӑл, ырӑ чунлӑскер, унран ырӑрах пулма та ҫук. Личник Евгений Ситанов урса ашкӑнса кайнӑ ҫынна пуҫӗнчен табуреткӑпа ҫапса ӑнсӑрлатма пултарчӗ. — Н-ну тата, вӑл Фомапа ҫӳрес ҫук! — шанса каланӑ Любовь. Ҫавӑнтах вӑл, ашшӗ тинкерсе пӑхнипе, хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ. Пирӗн ҫынсем ухмах пулнипе ҫапла калаҫҫӗ: эс телейлӗ пулсан — ҫылӑхлӑ, теҫҫӗ! — Ҫапла ӗнтӗ, эпир хурах ушкӑнӗ пухатпӑр, — терӗ Том, — ӑна «Том Сойер ушкӑнӗ» тесе ят паратпӑр. Тӗрӗссипе вара анне мана ҫавӑн пек пӑхман пулсан, хӗр-ҫӗвӗҫсем пулман пулсан, эпӗ, уяври пек, ытлашши тутлӑ апат ҫисе пурӑнман пулсан, ҫав юрату манӑн пулман та пулӗччӗ. Vivat! — тесе, черккине тӗпӗ курӑниччен ӗҫсе ячӗ. Леш ҫыннин шухӑшӗ мӗнле тата? Вӗсем пӗр-пӗринпе сахал калаҫатчӗҫ, пӗр-пӗрне сахал куратчӗҫ. Ҫурта сутмалли ларека йӑвантарса яраҫҫӗ, пилӗк пуслӑх укҫасем ҫӗре сапаланса каяҫҫӗ, титорӗ лапах урайне ӳкет: «Ҫаратаҫҫӗ!..» — тесе кӑшкӑрашма тытӑнать. — Ҫук, — терӗ хӑни, — вӑл Зеб Стумпа ҫывӑрма юрӑхлӑ мар. — Ох, пит аванччӗ! — хӗпӗртерӗ Андрей. — Мӗншӗн хӗре вӑтантартӑн-ха эсӗ? Часах эпӗ те ҫав уксах хӗрачана май килнӗ таран час-часах курасшӑн, унпа калаҫасшӑн е ним чӗнмесӗр хапха ҫумӗнчи тенкелӗ ҫинче унпа юнашар ларасшӑн ҫунма пуҫларӑм, — унпала ним чӗнмесӗр ларни те лайӑххӑн туйӑнатчӗ. Комета Хӗвел патне кашни хут ҫывхармассерен етрен ҫиелти сийӗ темиҫе метр хулӑнӑш ҫеҫ ӑшӑнать ҫак ҫиелти сийри газсенчен ӗнтӗ кометӑн пуҫӗпе хӳри пулать. Паллӑсене ҫӑва ҫӑттӑр вӗсене, мӗн те пулин пулас пулсан — Давыдов хӑй ответ тыттӑр, эпӗ вара ҫул ҫинче хампа мӗнле те пулин аван мар япала пулас пулсан, уншӑн ответ тытма шутламастӑп! Щуров чей курки ҫине тинкерсе пӑхса ларнӑ, сухалне шӑлкаланӑ, кӑкӑрӗнче унӑн темскер хӑйӑлтата-хӑйӑлтата кайнӑ… — Ӑҫтан килетчӗ «Вальдек»? Асли, Остапӗ, пӗрремӗш ҫултах тарса таврӑннӑ. Халӗ тен ҫав ҫырса илни ӑҫта иккенне астӑваймастӑп та пулӗ, — терӗ вӑл ҫаврӑнакан этажерки ҫине пӑхкаласа, унта унӑн тӗрлӗ хут тӗркисемпе папкӑсем туллиехчӗ. Тул ҫутӑлать. Манӑн сире ахальтен ҫеҫ шеллессӗм килчӗ: «Пурӑнать ҫав авланман ҫамрӑк арҫын, хусахскер, хӗрарӑмсемпе те интересленмест…» тесе шухӑшларӑм та… Марта шартах сиксе нимӗн тума та аптӑрарӗ. Чирлӗ марччӗ пулас. Пӑван ултӑ сехетре килсе Джеммӑпа Мартиние терасса ҫинче тӗл пулчӗ. Анчах ҫавӑн пек ӑш вӑрканине юлашки вӑхӑтра хирӗҫ тавӑрас вӑхӑт ҫывхарни пӑртак лӑплантарнӑ. Ӗҫе пӗтерме васкаса, Лозневой ботинкине кӗлинчен тытса, кашт! туртрӗ те боецне вырӑнтан хускатрӗ. Гаврил малтан ун патне кайма ура ҫине тӑнӑ пулнӑ, ҫапах та ӑна турӑ ӑс панӑ — вӑл хӑй ҫине хӗрес хума тавҫӑрса илнӗ. Базаров тӑрантас ҫинче вырӑнаҫрӗ. — Тен, мир тӑвӗҫ? — миҫемӗш хут ыйтать ӗнтӗ Егоров, ҫынсем ҫине ним те ӑнланман пек пӑхса. Ну вот, паян ҫак тути ҫинчен чӗчӗ сарри кайман ҫамрӑк килчӗ те, Картея улӑштарма пултарасси ҫинчен калама хӑйрӗ. — Вонифатий! — кӑшкӑрса ячӗ алӑк хыҫӗнче чӑрӑлти хӗрарӑм сасси. — Вӑл аслӑ ҫын пулнӑ, — терӗ Гленарван. — Ну, эпӗ мӗн ҫинчен калатӑп вара? — Сакӑр пин гульден, — терӗ Санин вӑрӑммӑн. Кӗлӗ мана пӑртакҫӑ лӑплантарчӗ, вара эпӗ малалла мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. — Куншӑн хам тупа тӑватӑп. Ку ӗҫре нумайранпа-и? Ку хӑрушӑ, вара Дик Сэнд, ҫил унчченхи пекех хыҫалтан хӑвалатӑр тесе, карап курсне тӑватӑ румб чухлӗ улӑштарчӗ. Фердинанд Кортес хӑй вӑхӑтӗнче никам хӳттинче пулман американецсене хӑй аллине ҫав тери ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илнипе танлаштарсан, эпӗ хам калакан ҫӗршывсене ҫӑмӑллӑн ҫавӑрса илме май пулмӗ тесе иккӗленетӗп. Чӗрӗ тӑмпа сӑмала шӑрши тата сӳнсе ларнӑ кӑвайтсенчен кӗл шӑрши кӗрет. Карҫин ӑҫта? — Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? Санӑн шухӑшусем санӑннисем ҫеҫ пулсан, мана вӗсем интереслентермеҫҫӗ. Ак ӗнтӗ кӗтмен ҫӗртенех пӗлнӗ ҫын, хӑйӗн вестовойӗ килсе ҫитрӗ. Ас ту эппин, Азамат! Эпӗ мӗн тупни ӑна хӑй ӗмӗтленнинчен те нумай тиверех парать. Вӗсенче ни ватти, ни вӗтти — пӗр ҫын та пулман. Кун ҫинчен урӑх калаҫма та кирлӗ мар. Каникул ҫывхарса пыче. — Эпӗ революциллӗ правительствӑн комиссарӗ Симурден. Эпӗ малтанах сан хыҫҫӑн вӗҫтертӗм, сана пулӑшас тесе. Акӑ халь ӗнтӗ эрехпе путартӑм ӑна, — манатӑп… Ыйхӑллӑ куҫне чаркаласа, кравать ҫинчен хайхи кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ джентльмен сиксе тӑчӗ. Аялти кӗпе-йӗмпе ҫеҫ хӑй; ҫийӗнчен шуса таракан утиялне ярса тытрӗ те вӑл чӳрече патнелле чупса пычӗ. Эппин чухласа илӗр ӗнтӗ, городничий картишӗнче те ҫавӑн чухлӗ, е ытларах та кӑлтӑрмачсем йӑшӑлтатаҫҫӗ. Аттене темшӗн городовойсем касса пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ҫавӑнпах та эпӗ тем чул вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр, хуйха-суйха пула хама хам пӗлмесӗр, пӗр сӑмах илтмесӗр выртрӑм. — Мана калатӑн-и?.. Кӗлтунӑ чухнехи пек, питех савӑнса, Том ҫӗнӗ ангел мӗн тунине вӑрттӑн сӑнарӗ, хӗрача хӑйне асӑрхичченех пӑхса тӑчӗ. Унтан вӑл, хӗрача пуррине вуҫех курман пек, ӑна савӑнтарса тӗлӗнтерес тесе, унӑн умӗнче хуҫкаланма тапратрӗ, темӗн тӗрлӗ те авкаланчӗ. «Ырӑ сӑмах!» терӗҫ теприсем. Юрать-и? — кӑшкӑрчӗ Корытов Воропаев хыҫӗнчен. Дегтярев, куҫӗсене чарса пӑрахса, Андрей ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. ВКП(б) хӑвӑра ҫӗнӗ пурнӑҫ патнелле тӗртет, эсир пур, суккӑр пӑрупа пӗрех: ӑна амӑшӗ патне чӗчӗ ӗмтерме ҫавӑтса пыратӑн, вӑл пур, урисемпе тапкаланать, пуҫне пӑркалать. Юлашкинчен вӑл сиксе тӑчӗ те, пуҫне сулласа илсе тухса кайрӗ. Мӗн пулнӑ сана? А вӑл тӑрать. — Памасӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель, — Антуко перевалӗ, шӑп кӑна вулкан тайлӑмӗнче вӑтӑр ҫичӗ градус та вӑтӑр минутра, пирӗн ҫул ҫинчен ҫур градус пек айӑккинерех вырнаҫнӑ. Кайса систер эппин, — терӗ тухтӑр. Кашни кун мӗн те пулсан ҫӗнӗ япала кӑтартать. Пысӑк ҫынна ҫухатнине пӗлтерекен хыпар, аппарат пӳлӗмӗнчен вӗҫсе тухса, тӑвӑл хӑвӑртлӑхӗпе вокзала пырса ҫапӑнчӗ, юрлӑ ҫил-тӑман ӑшне вӑркӑнса кӗчӗ, чугун ҫулсем, стрелкӑсем тавра ҫавӑрӑнса илчӗ, депон ҫурри тимӗрленӗ кӑшт уҫса хунӑ алӑкӗсенчен пӑрлӑ ҫил пек ҫӗмӗрсе кӗчӗ. Ҫакӑн пек утса, тӗрӗсрех, мӑкӑлтатса, вӑл сутма кӑларса тапратнӑ чурасен ушкӑнӗ хушшипе иртрӗ. Чура сутуҫисем вӑл мӗнле те пулин чурана «хӑйӗн» тесе йышӑнасран хӑрарӗҫ пулсан, чурисен вара ҫак тискер чӗрчун аллине лекесрен сехрисем хӑпрӗҫ. Вӑл ним чӗнмесӗр ӗҫсе, ним чӗнмесӗрех урисемпе кӑштӑртатса туха-туха кайнӑ каҫсем те пулкалатчӗҫ, анчах эпӗ темиҫе хутчен вӑл пророк пек пулса, ҫынсем ҫинчен тӳрӗ сӑмах каласа, вӗсем мӗнлине кӑтарта-кӑтарта панине илтнӗччӗ: — Эпӗ хамӑн туррӑн сутӑнман тарҫи пулатӑп та, акӑ Исаия пек пулса, эсир мӗнлине кӑтартса паратӑп! Хӑнасем каҫа юлса саланнӑ, нумайӑшӗ вӗсенчен лайӑхах хӗрнӗ. Унта вара — Парижри пурнӑҫ — ҫын вырӑнне хуманни, чуран пӗтӗм асапӗсем; кӗвӗҫме те, хуйхи ҫинчен ҫынна пӗлтермесӗр тӑма та… Юлашкинчен ӑна ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тумтир пек пӑрахаҫҫӗ… Вӑл шӳт тӑвать пуль тесеттӗм эпӗ. — Эпир нумайранпа пӗрне-пӗри курман, — терӗм эпӗ. — Хӑвӑн каяс пулать, ҫапах халӗ те тумланман-ха, — ҫав самантрах ҫилӗллӗ сасӑпа калӑма тытӑнчӗ ӑна княгиня, килтисемпе вӑл кунашкал сасӑпа калаҫма хӑнӑхнӑ пулас: — каллех хӑвна ҫилентересшӗн ӗнтӗ, каллех хӑвпа хирӗҫтересшӗн пулӗ. Анчах эпӗ хам валли икӗ кун срук ыйтса илтӗм, — ҫавӑнпа сирӗн ыранччен кӗтес пулать. Ҫурт улӑпла тупӑк ҫуртне евӗрлет. Санӑн килтен тухса килме пулать-и? — Тархасшӑн, пухӑва йӗркеллӗ ертсе пыр-ха, тӳрремӗнех сасӑлаттар! — Эпӗ. — Апла иккен-ха. Ефимушка калать: Гриша! Ан ятла, ытлашши атӑ ҫук, ку ботинкине те пулин, паян ҫул ҫинче тупса, пуҫтарса чикнӗччӗ. Уҫӑп мал урана аллипе тӗксе пӑхса, малалла каларӗ: — Кӗнекесемпе тӗрлӗ сочиненисене ӑнланма килтӗ! Хӑй шутланӑ тӑрах, ун вырӑнӗнчи ҫын — улпутсен шанӑҫне тивӗҫлӗ пулса, тӗрлӗ пурлӑхпа тултарнӑ тем чухлӗ арча тытса тӑракан экономка — кампа та пулин туслашни икӗпитленесси тата сиен кӳмелле ӑшӑ кӑмӑллӑ пуласси патне илсе пыма пултарнӑ; ҫавӑнпа е, тен, ытти тарҫӑсемпе ҫывӑхланма нимӗнле сӑлтав та пулманран-и, вӑл пуринчен те пӑрӑнатчӗ, кил-ҫуртра манӑн кумсем те, хӑнасем те ҫук, улпут пурлӑхне тӗкӗнме никама ирӗк памастӑп, тетчӗ. Давыдов шавлӑн сывлани, инҫетре лобогрейкӑсем шатӑртатни тата кӑвак тӳпере куҫа курӑнман тӑрисем канӑҫлӑн та чарӑнма пӗлмесӗр юрлани ҫеҫ илтӗнет. будка умӗнче кӗпӗрленсе тӑракан ҫынсем хушшинче мӗн пулса иртни вӗсене, паллах, пачах пырса тивмен… — Мӗн пулни паллӑ, — тесе сӑмах хушрӗ пӗри. — Юрать-и элле? — кабинӑранах кӑшкӑрчӗ Лури. — Пӗтмелли вырӑна илсе килтӗн эсӗ мана, — терӗ Ҫӑрттан мучи хурланса. Кунта икӗ эрне хушши кайсанах ӳпкене чир-чӗр ертме, шурӑхса, шыҫӑнса кайма, цынга чирӗпе чирлеме пулать. Минӑпа сирпӗтнипе пулнӑ ҫурӑк иккӗмӗш хута, тимӗр решеткине ватса ҫуррине таран етрепе хӑйпӑтса кӑларнӑ бойница патне, ҫитнине вӑл малтанах асӑрханӑччӗ. Хӑйпӑнса тухнӑ тимӗр решетке аялалла усӑнса аннӑ, ҫав хушӑкран ҫын кӗретех. Бойница витӗр кӗме пулать, анчах ун патне ҫити хӑпарма май пур-ши? Унтан каллех чарӑнса тӑчӗ. Купӑс Волынцев аллине куҫсан, слесарь вутлӑ «яблочко» кӗвве ахӑрттарса янӑ хыҫҫӑн, асар-писер ташша никам та мар, электрик пуҫласа ячӗ. Роберт йӑл-йӑл кулса ун ҫине пӑхрӗ. — Хӑрамастӑп эпӗ, — терӗ вӑл. — Тен, ирччен кӗтсен меллӗ? Вара лайӑхрах курӑнакан пулать. Вара сасартӑк шыв урапа ҫине юхма тапратрӗ те урапа шакка-шакка ҫавӑрӑнма пуҫларӗ, эпир каҫпа шыв кавӑсне лайӑх хупса хӑварнӑччӗ, тӗлӗнетпӗр, кам уҫса ячӗ-ши ӑна? Христофор атте пекех, вӑл сарлака ҫунатлӑ ҫӳллӗ шӗлепке тӑхӑннӑ, анчах шӗлепки унӑн улпутсем тӑхӑнаканни мар, хӑмӑртарах кӗҫҫерен йӑваласа тунӑскер, тӑрри те ун тӳрӗ мар, шӗвӗрленсе пырать. — Эсӗ чӑн-чӑн арҫын апла? — Эсир, хай, пӗр кунхи пек, кирлӗ чухне ҫеҫ ташлатӑр пулӗ тенӗччӗ эпӗ, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн кулкаласа… Сасартӑк унӑн хӑмӑр пит-куҫӗ хӑрушла та йӗренчӗкле турткаланса илчӗ, вӑл вара макӑрса ячӗ: тутисем тӑсӑлчӗҫ те хӗррисемпе аялалла усӑнчӗҫ, питӗнчи мӗнпур шӑнӑрӗ карӑнса чӗтӗрерӗ, кӳҫ харшийӗсем, ҫамкине тарӑн йӗрсемпе пӗркелентерсе, ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, куҫӗсенчен нихӑҫан пулман хӑвӑртлӑхпа пӑрҫа пекех шултра куҫҫуль тӑкӑнма тапратрӗ. — Пӗлместӗп. Ҫӗрле ҫак вӑхӑтра ун пек пулас ҫук пулӗ-ҫке. Хӗрача тата манӑн вӗрентекен пулчӗ: вӑл мана хӑйсен чӗлхине вӗрентрӗ. Эпӗ пӗр-пӗр япалана пӳрнепе тӗллесе кӑтартаттӑм, вӑл мана ун ятне хӑйсен чӗлхипе калатчӗ. Ҫапла майпа темиҫе кунтанах хама мӗн кирлине пурне те ыйтма вӗрентӗм. — Курпун ура кӗлипе тымара хыпашласа тупрӗ те, тӳрех темиҫе туратран хыттӑн ярса тытса, ун ҫине улӑхса тӑчӗ. — Хаяр шухӑш, — терӗ вӑл. Ҫав шеллес туйӑм чӗрере яваланса выртать, ӑна салхулӑхпа та кичемлӗхпе сивӗтсе, шӑнтса тӑрать… Чи малтан Шубин, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек йынӑшса, ахӑлтатса кулса ячӗ, унтан Берсенев, пӑрҫа тӑкӑннӑ чухне пулакан шав пек сасӑпа, кулма пуҫларӗ, ун хыҫҫӑн Зоя вӗтӗ шӑрҫа шӗлтӗртетнӗ пек кулса ячӗ, Анна Васильевна та сасартӑк кулма тытӑннипе Елена Николаевна та йӑл кулмасӑр тӳсеймерӗ, юлашкинчен Инсаров та чӑтса тӑма пултараймарӗ. Хӗрлӗ вӑрӑм шӑйрӑксем ҫамки, питҫӑмартийӗ, мӑйӗ урлӑ сухалаттара-сухалаттара каҫа-каҫа кайнӑ унӑнне. Вӗсен матросӗсем хӑшпӗр чухне хупахсенче пирӗн ҫума ҫулӑхкалатчӗҫ, кӗҫ мӗн те пулин пулсанах — боксла чышкалама пӑхатчӗҫ. Санин ӑна тытса чарчӗ. Ҫил чӳрече кантӑкӗсенчен ҫурхи ҫумӑра таттисӗр сапса тӑчӗ. Хулара ҫын ҫӗр ҫул пурӑнма, ҫавна май хӑй тахҫанах вилсе-ҫӗрсе кайнине сисмесӗр юлма та пултарать. Фёдор, вӗлт-вӗлт вылякан кӗреҫесем ҫине, тертленсе пӗкӗрӗлнӗ ҫурӑмсем ҫине пӑхса илчӗ те Акима шӑппӑн каларӗ. — Пӑшалсем илме заказ парӑр. Ҫав ҫулах, 1941 ҫулхи хӗлле, Лев Михайлович Доватор та, Воропаевпа калаҫнӑ чух, ҫавӑн пек шухӑшах каларӗ: — Хӑравҫӑ ҫынна юсама питӗ ансат: ӑна вӑл паттӑр ҫын иккенне ӗнентерме тӑрӑшас пулать. Хӑй аллинчи ача шӗвӗркке ҫеҫ, «депори каҫӑр сӑмса» пек анчах туйӑнать. Ку унӑн тарҫи, Джон. Пуринчен те ытларах вӑл:— Сурасчӗ! — тетчӗ. Пусӑрӑнчӑк, шиклӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ: — Саланӑр, ачасем… Аманнӑ ҫын тепӗр вунпилӗк минутран, унччен пӗрре хускалмасӑр выртнӑскер, аллисене хускаткаласа куҫӗсене уҫрӗ. — Мӗнле, хамӑр ҫиетпӗр-и, е уряднике парас? Пирӗн пӗтӗм халӑх тӑрӗ, Мускава памӗ. Пур ҫӗрте те чапа е мухтава тухас кӑмӑл — тупӑка кӗрсе выртас вӗҫне ҫитсен те, хӑйсен чи паха ӗмӗчӗсем пурнӑҫа кӗрессе шанса тӑнӑ пирки вӑл ӗмӗтсемшӗн вилме хатӗр тӑракан ҫынсем хушшинче те ҫавах вӑл. — Ҫапла, — каллех калаҫа пуҫларӗ Ла-Вьевиль пӗр самант чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — кам ертсе пымалли ҫинчен шухӑшлама та вӑхӑт ӗнтӗ. Чӑннине калатӑп! Марья Николаевна ассӑн сывласа илчӗ. Нумайччен чӗнмесӗр тӑрсан вӑл, ахаль чухнехи пек мар, ҫемҫен каларӗ: — Итле, кӑтарт мана хӑвӑн тетрадьна та, Ситановӑнне те — эпӗ сана аллӑ пус паратӑп! Геркулес ним хӑрамасӑрах кимӗрен тухма пултарать. Пуртӑна меллӗн касса, вӑл икӗ сехет хушшинче курӑк явӑнчӑкне варринчен татса ячӗ. Аван, эпир юлашки сывлӑш тухиччен кӗрешӗпӗр. Малашне вара? Кайран мӗн пулӗ? Кӑлӑхах шыратӑп ватӑ Нэна! Вӑл Елена патне килет, анчах Зойӑпа ытларах калаҫать, мӗншӗн тесен Курнатовский ҫав тери унӑн кӑмӑлне кайнӑ. — Земляксем пулмасӑр! Исландецсем йывӑр япала йӑтнӑ пулин те, горецсем пек ҫӑмӑллӑн хӑпараҫҫӗ. Сан ҫинчен калаканнисем те тупӑннӑ. А эпӗ сана вӑл — чи ирсӗр ҫын тесе калатӑп. Ун ҫинчен, ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек ирсӗр ҫынсем пулма пултарни ҫинчен шухӑшлама та хӑрушӑ. Чӗрре кӗртсе ятӑр мана, астартӑр… Паллах ӗнтӗ, ҫав мыскара: чышкӑ туянакансем вӗсем мар, камсем те пулсан урӑххи пулсан кӑмӑла каять вӗсене. Ҫутӑ-кӑвак чӳрече карри пысӑк чӳречене икӗ пая уйӑрать, пӳлӗме уйӑхлӑ каҫхи пекех, ылттӑн кӑвак ҫутӑ ҫапса тӑрать, ҫутӑлса тӑракан шурӑ мачча тӑрӑх кӑвакрах пӗчӗк йӑрӑмсем пайӑркаланаҫҫӗ, юхса тӑраҫҫӗ. Мересьев хӑйне валли тӑшман шыраса сывлӑша пӑхса ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк хӑйӗн ҫурӑмӗ сивӗнсе кайнине, ӗнси ҫинче ҫӳҫӗсем хускалса илнине туйрӗ. Пӗчӗк ҫул айккисенче мӑкланса кайнӑ ватӑ чӑрӑшсем лараҫҫӗ. Унта пӗтӗмпех мӑйракаллӑ выльӑхсем тата миллионӗпех сурӑхсем ҫӳреҫҫӗ. Ҫав тӑват ураллисен канӑҫсӑр ҫарне темӗн чухлӗ кӗтӳ ачисем тата питӗ нумай йытӑсем астӑваҫҫӗ. — Ҫакна кӑна пӗлтер: пӗтӗмпе уҫнӑ, те; жандармсем чиркӳри кашни алӑк патӗнче те тухасса кӗтсе тӑраҫҫӗ, те; мӗнле ҫӑлӑнма пултаран, ҫавӑн пӗк хӑтӑлса тух, те, — пӗлтерчӗ тухтӑр, унтан салхуллӑн ҫапла хушса хучӗ: — Чиркӳрен ӑна илӗртсе кӑларасшӑн пулса, кама та пулин улталаса ан яччӑрахчӗ. Эсӗ, ҫапах та, хӗрлӗ партизан-ҫке-ха, мӗн йӑлӑнатӑн ҫавна, мӗн ун ҫӑварӗнчен пӑхатӑн? Тепӗр ҫӗртен, ҫапах та пурӑнать. Ну вот, ҫав гимназист каласа панине аса илетӗп те шухӑшлатӑп: «Е-хе, ку комисси членӗ мана ав хӑш енчен чӗпӗтесшӗн», тетӗп. Илья кӗнеке тытнӑ аллине тӑсса, тӗксӗм-кӑвак пӗлӗт тӗлӗнче курӑнакан хӗрессем ҫине кӑтартса тӑрать. Пуринчен малтан вӑл крушени пулнӑ вырӑна кайса курасшӑн. «О, вӑл мана юратсан!» — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ те вӑл, хӑйне ҫутатакан ҫутӑран вӑтанмасӑр, такама ыталанӑ евӗр, аллисене сарса пӑрахрӗ… Половцев ура ҫине тӑчӗ. Курман-и? Пӗр Дубровский кӑна нимӗн шарламасӑр тӑнӑ. — Ҫапла. Юрӑ янраттарнӑ сасӑ сасартӑк питӗ ҫывӑхра, хаттӑ патӗнчех татӑлчӗ, тимер шашулкка хыттӑн шаклатрӗ те хӑвӑрттӑн уҫӑлнӑ алӑк анинче кулса тӑракан йӑрӑс пӳллӗ хӗр курӑнса кайрӗ. Хамӑн курпунӑма кӑларсах ӗҫлесе илтӗм. — Персе антарчӗ-им? — Хурахсем! Ачасем эхлетнӗ, сиккеленӗ, чӗлхисемпе чӑплаттарнӑ. Романьирен Венецие восстание хутшӑнма хӑйсен ирӗкӗпе нумай ҫын килет, тесе каларӑм ӗнтӗ эпӗ. Пуҫ ҫинчи хура пӗркенчӗкӗ айӗнчен ҫыннӑн сапаланса кайнӑ вӑрӑм та кӑмрӑк пек хура ҫӳҫӗ тухса тӑрать: куҫӗ хӑйне евӗрлӗ ҫутӑпа йӑлтӑртатни тӑрӑх тата аякранах палӑракан пичӗ вилнӗ ҫыннӑнни пек тӗксӗм пулни тӑрӑх ӑна, чӗрӗ ҫын вырӑнне йышӑниччен, вилнӗ ҫын мӗлки вырӑнне йышӑнма пулать. Вӑл саншӑн хӑй чӑххине хӗрхенчӗ, тетӗн-им? — Анчах эпӗ Мускава кайма васкатӑп вӗт-ха! Кашниех пурнӑҫ ҫинчен хӑй мӗн шухӑшланине каласа пама васкарӗ, анчах пурте пӑшӑлтатарах калаҫрӗҫ те, амӑшӗ ҫав калаҫура хӑйӗншӗн темле ют сасӑ пуррине туйрӗ. Эпир, тӑванӑм, сана вилӗм аллине памӑпӑр. Тупӑ йӗтри, хыттӑн шӑхӑрса вӗҫсе, вӗсем урлӑ каҫса кайрӗ, анчах сиен тӑваймарӗ. Акӑлчансен сӑмахӗ strа тата аustras текен французла сӑмах Австрали тенине пӗлтерме пултараҫҫӗ тесен те, эпӗ сире текст ҫине пӑхмасӑрах манпа килӗшме ыйтатӑп. Пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, фабрика ҫинчен, машинӑсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ, мастерсене вӑрҫаҫҫӗ, — калаҫасси те, шухӑшласси те ӗҫпе ҫыхӑннӑ япаласем ҫинчен ҫеҫ. — Мӗн тӑвас тетӗр эсир? — Эх, тӑвансем! — кӑшкӑрнӑ вӑл маттурланса. Ӑна уҫӑ сывлӑшра ытларах ҫӳрет, юрать-и», — тенӗ пулас. Ҫул ҫине пӑхнӑ май ӑсӗнче Егорушка турӑ кӗнекисенче курнӑ пилӗк-ултӑ ҫӳллӗ урапа курчӗ; юнашар пыракан ураписене алла вӗрентмен урса кайнӑ лашасем кӳлнӗ, хӑйсен кустӑрмисемпе вӗсем пӗлӗте ҫити тусан ҫӗкленӗ, лашисене тӗлӗкре курӑнакан е юмах итленӗ чух куҫ умне тухса тӑракан ҫынсем тытса пыраҫҫӗ. — Хӑрах куҫли, ав ҫав ҫӗре ӳкни. — Апла пулсан манӑн сире карцера ҫӗнӗрен лартса, сирӗн шухӑшӑр улшӑничченех тытма хушасси ҫеҫ юлать. Вот ӑнӑҫман ӗҫ, — терӗ Серёжа, айӑплӑ ҫын пек кулянса. Каҫ пуларахпа, пӳлӗмсене тирпейлесе пӗтерсен, Ольга крыльца ҫине тухрӗ. Ҫак сарӑ ҫӳҫлӗ пӗчӗк ҫынна, хурлӑхлӑ та ӗшенчӗклӗ пысӑк куҫлӑ ачана итленӗ май, лётчик ним калаймасӑр выртрӗ. Юнашарти пӗр сӗтел хушшинче Майнцгарнизонӗнчи темиҫе офицер ларнӑ. Дамянчо Григоров юнашарах ларчӗ-ҫке. Фон Рихтер господин тухса кайсан, Панталеоне спальня алӑкне хаваслӑн уҫрӗ те калаҫу мӗнпе пӗтнине пӗлтерсе, каллех: «Вravo, Russo! Унтан пашалуран пӗчӗк татӑк чӗпӗтсе илчӗ, ун ҫемҫине тӑварпа пӑрӑҫ ҫинче йӑваларӗ те, хӑйне юриех танлӑн тытса, ӑна Аннушкӑн сылтӑм аллине хучӗ. — Пӗлтӗр. Эсир киличчен пӗр-икӗ уйӑх маларах. Эпӗ темиҫе хут та чӗркуҫҫи таранах ана-ана кайрӑм ӗнте. Эпир Ганспа иксӗмӗр ҫӗр каҫа сан патӑнта черетпе ҫывӑрмасӑр ирттертӗмӗр, ҫавӑн чухне сывлӑху мая кайни палӑрсах пычӗ. Марс ҫинче ҫынсем пур пулсан та, Ҫӗр ҫинчи пысӑк хуласене: Мускава, Ленинграда, Парижа вӗсем курайман пулӗччӗҫ. Тӗм хыҫӗнчен шурӑ костюмлӑ ҫын тухрӗ. Иерусалим ҫийӗн янласа саланнӑ вара пӑхӑрӑн юрлакан чӑнкӑрти сасси. Профессор ун ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса пырать. Урай ҫумне винтласа лартнӑ пӗр пуканӑнне винтисене кӑларса илтӗм те ӑна каллех тӳрех ҫӳлти алӑк айне винтласа лартрӑм. Пукан ҫине хӑпарса тӑтӑм та, пулӑшма чӗнсе, хытӑ кӑшкӑрма тытӑнтӑм. Пӗр эрне ҫурра яхӑн ӗнтӗ почта пулманни. — Хуторта Сталин статьи пирки нимӗн те илтӗнмест-и? — Каяр эппин. Анчах ман пата кайсан авантарах пулмӗ-и? Каллех ҫул ҫине тухатпӑр. Мӑн-аслӑ хулан арканчӑк керменӗсен хушшинче, ҫеремленнӗ лапам-тӳремре сурӑх кӗтӗвӗ ҫӳрет, сарӑ питлӗ кӗтӳҫ хурлӑхлӑн юрӑ ӗнӗрлет: пуш хирти мираж пек рехетлӗ, ӗмӗтленсен-ӗмӗтленсен килсе ҫитнӗ ҫӗр-шыв ҫинчен; кунта ҫӗр — кӑвак, тӳпе вара — ылтӑн. Куҫакан беседка кӳмене шарт сиккипе хӑваласа ҫитет, Люба вара хӑлхана ҫурас пек кӑшкӑрать, хӑйне мӗн те пулин питӗ савӑнтарнӑ чух ҫапла тума вӑл нихҫан та манмасть. Вунсакӑр ҫул иртсен, икӗ хастар тӗпчевҫӗ Африкӑна хӗвелтухӑҫӗнчен хӗвеланӑҫнелле урлӑ каҫнӑ: пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе, пӗри кӑнтӑртан, тепри ҫурҫӗр енчен Ангола ҫыранӗ хӗррине пырса тухнӑ. Квас, шывсем, пахча-ҫимӗҫ, табак, тимӗр таврашӗ, мороженӑй сутакан ларексем йӗркесӗр ларса тухнӑ ҫӗрте, чи хӗрринче, пӗр кӗрнексӗр пушӑ будка пур. Вӑл будкӑра пасар кунӗсенче атӑ-пушмак юсакансем ӗҫлесе лараҫҫӗ. Мӗнле-ха атӑ окоп тулашне тухса выртнӑ? Вӑл ун патне ҫырма иккӗленсе тӑманнишӗн, вӑл ӑна шаннишӗн Джемма Санина тав тунӑ; вӑл тарнӑ хыҫҫӑн ӑна чӑнах та йывӑр пулнине те Джемма пытарса тӑман, ҫавӑнтах тата ҫапла хушса хунӑ: сирӗнпе тӗл пулнине эпӗ телей тесе шутлатӑп, — яланах ҫапла шутларӑм, мӗншӗн тесен ку тӗлпулу мана Клюбер г-н арӑмӗ пулма кансӗрлерӗ, ҫапла вара, тӳрех мар пулин те, ҫак тӗлпулу эпӗ хальхи упӑшкапа мӑшӑрланнин сӑлтавӗ пулчӗ, унпа эпӗ 28 ҫул ӗнтӗ питӗ телейлӗ, пуян та килӗшӳллӗ пурӑнатӑп: пире пӗтӗм Нью-Йоркӗпех пӗлеҫҫӗ, тенӗ. Амӑшӗ каланине пӑхмасӑрах, вӑл сулхӑн нӳхрепрен тухрӗ-тухрех. Ҫӑмахран, эпӗ сасартӑк генерал тумтирӗпе пырса кӗретӗп: манӑн сылтӑм хулпуҫҫи ҫинче эполет, сулахай хулпуҫҫи ҫинче те эполет, хулпуҫҫи урлӑ кӑвак лента ҫакса янӑ, Ун чух мӗн калаҫӗ вара манӑн илемлӗ хӗр? Ҫак Ҫӗр айӗнчи шӑтӑксемпе пӳлӗмсенче аташса каясран хӑранипе пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатать. Павел, ҫӗҫӗпе провод вӗҫне тасатса, полька ҫине нимӗн пытанмасӑр кулса пӑхать. «Хитре кӗвӗлет Иохим, — шутларӗ вӑл. Иван Иванович Иван Никифоровичпа хирӗҫсе кайнӑ! Аслӑ Соам гейзерӗ патне кай та ҫӑвӑнса тасал. Гленарван шлепкине икӗ ҫӗртен персе шӑтарнӑ. Вӗсене Америка ҫӗрӗнче шырани ӑнӑҫсӑр пулнине кура ҫав телейсӗр тинӗс ҫыннисене ҫӑласси урӑх нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнать. Вӑл чулсен шалти тытӑмӗсем, вӗсен асамлӑ енӗсемпе вӑрттӑнла пӗлтерӗшӗсем ҫинчен каласа пама тытӑнсан, каҫса кайсах итленӗ ӑна Суламифь. Ҫил-тӑман Тундрӑра, Пясина ҫыранӗнчен инҫех мар, виҫӗ талӑк хушши пурӑнни ҫинчен каласа та тӑмастӑп эпӗ. Ун валли кунта та ӗҫ тупӑнатчӗ. Астӑватӑп, пӗррехинче ман ҫан-ҫурӑм калама ҫук хытӑ ырататчӗ. Хуҫи кӑшкӑрса васкатнипе, тимӗр кӑвак лаша чупакан ҫынсенчен ирте-ирте малалла вӗҫтерет. Хӑлхисене пуҫӗ ҫумне лапчӑтса, урисене ҫӳле ывӑтса, лаша малалла ыткӑнать. Туфта пӑрҫа ҫыртнӑ пекех сиксе ӳкрӗ. Ҫакна хирӗҫ профессор ман ҫине ҫилленсе ҫеҫ пӑхрӗ. Унта ӑна курӑксемпе тата суранӗсем ҫине йӗпе япаласем хурса ывӑнма пӗлмесӗр имлеме тытӑнчӗ; чирлӗ ҫынна пӑхма пӗлекен жидовка тупрӗ, вӑл вара Тараса пӗр уйӑх хушши ӑрӑм шывӗ ӗҫтерсе пурӑнчӗ, юлашкинчен лешне ҫӑмӑлрах пулнӑ пек туйӑнчӗ. Валька куҫне хӗскелесе илчӗ, унтан ман ҫине лайӑхрах пӑхрӗ те укҫине туртса кӑларчӗ. Унтан вӑл Камоэнсӑн аслӑ ӗҫӗ пирки хӑй тӗлӗнсех кайни ҫинчен ӗнтӗ савӑнса итлемелле каласа кӑтартрӗ. Вӑл хусканса илчӗ, куҫӗсене уҫрӗ те шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ: — Эсир-и ку, сэр… ман иккӗмӗш аттем! Ҫавӑн пек самантра Аким мучи кашӑкне ҫуласа тасатать те, айӑпа кӗнӗ пӗчӗк ачана ҫамкинчен хыттӑнах шак! шаккаса илсе, ӑс парать: — Ан ухӑрла! — Мӗнле йӗрке? Тоттӑ. Вӑл Христос вӗрентнипе килӗшсе тӑрать: «Ҫӳлти турӑ патшалӑхӗ пирӗн хамӑр ӑшра». — Мана шӑпах ҫав пайӗ кӑмӑла каймарӗ. Тен, эсӗ Яссы патӗнче те пулнӑ? — ыталать вӑл тахӑшне. Курткӑна сутма шутланӑччӗ — хам шутланӑ тӑрӑх, уншӑн вунпилӗк миллион илме пулатчӗ пек. Вырсарникунхи шкулта тӑххӑртан пуҫласа вуннӑ ҫурӑччен вӗрентеҫҫӗ, унтан чиркӳ кӗлли пуҫланать. Хайхи айӑплӑ ҫынсем, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннине ӑнланса, хӑрушӑ тӗлӗк хыҫҫӑн вӑраннӑ ҫынсем пек тавралалла хӑюсӑр пӑхкаласа илчӗҫ. Апла пулсан эсир мана юрататӑр-и? Ҫак галерея тӳрех хамӑра кирлӗ вырӑна илсе пымӗ тесе сана кам каларӗ. Пӑван кулса ячӗ те ҫырӑва Монтанеллине каялла пачӗ. Паганель татӑклӑ тытӑнни Тепӗр ирпе, февралӗн 17-мӗшӗнче, таркӑнсене хӑпаракан хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем вӑратрӗҫ. Эпӗ ҫав йышлӑ утравсем хушшине пырса кӗтӗм те аран-аран тухрӑм, чутах путаттӑм! — Ун ывӑлӗ вара? Вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ те шухӑшласа тӑмасӑрах: «Итлетӗп, ваше благородие», — терӗ. Хӗвелтухӑҫ енче, пӗчӗк ращасемпе хупланнӑ аякри сӑртсем хыҫӗнче, тупӑ пенӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ те темиҫе секундранах снаряд шӑхӑрни илтӗнчӗ. — Мана анне кӗтет, а эсӗ хӑвӑн чуну савни патне кай. Воропаев Ленӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ. Хӗрӗнни пек типшӗм те вӑйлӑ урисене яланхи пекех хура чӑлхапа тапочкӑсем илемлетсе тӑраҫҫӗ. Ҫуртине сӳнтерчӗ те вӑл, вырӑн ҫине выртрӗ, мӗн ачаран вӑрах тӗттӗмрен хӑраканскер, тӗттӗмрен хӑрас мар тесе, шинельне хывса пуҫ тӳпинчен витӗнчӗ. Шел, тӑлӑпа хывса пӑхас килмест, сивӗ. Эсӗ ун чухне ӳссе ҫитмен хӗрачаччӗ, анчах хальхи пекех илемлӗччӗ! Чӗрне вӗҫӗн хуллен утса пытӑм та — хам йӑлт чӗтретӗп — ун хыҫӗнчех алӑка уҫса ҫав тери хыттӑн кӑшкӑртӑм. Палланӑ вырӑнсене ача ҫине тӑрсах сӑнарӗ, анчах ылханлӑ кӳме малаллах кустарчӗ, мӗн пуррине пӗтӗмпех хыҫала хӑварса пычӗ. Мӗн япала вӑл? Ҫак ҫырӑва илсенех, сана тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса пӗлтерме хушатӑп: сывлӑхӗ мӗнле халӗ унӑн, халӗ мана вӑл сывалнӑ тесе пӗлтереҫҫӗ; суранӗ хӑш вырӑнта, ӑна лайӑх эмеллерӗҫ-и? Вӑл ман ҫине салхуллӑ пӑхрӗ, анчах нимӗн те каламарӗ. Ҫунса хуралнӑ хапха юписем ҫунакан кӑвайтӑ патӗнчи хура сторожсем пек тӑраҫҫӗ, — пӗр юпи хӗрлӗ кӑвар ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пек, — ӑна ҫуллакан вӗтӗ ҫулӑм чӗлхисем автан тӗкӗсем пек курӑнаҫҫӗ. Эпӗ вӗсене яланах Чезаре валли усратӑп. Вӑл ҫавнашкал тутлӑ ҫимӗҫсемшӗн пӗчӗк ача пекех хӗпӗртет. Палламан ҫын патӗнче нимӗн шӑрши те ҫук, анчах столярӑн хваттерӗнче яланах тӗтре тӑрать тата ҫилӗм, лак, стружка шӑрши ытармалла мар сарӑлать. Хӑйне айӑплакан приговор, уншӑн пулсан, темӗнле чаплӑ ритуал пек туйӑннӑ. Сав ритуала ӑнланса илме те, йышӑнмасӑр тӑма та май ҫук пек туйӑннӑ, ӑна ырлама та, хурлама та юраман пек туйӑннӑ. Сасартӑк ӑна аякра темле кӗрленӗ сасӑ хӑпарни, аслати кӗрленӗ пек хӑрушӑ та хулӑм сасӑ таҫта ҫӗр тӗпӗнче кӗрӗлтетсе тӑнӑ пек илтӗнчӗ. Самаях тара ӳкнӗ чаплӑ пансем пӗр кулмасӑр пӑхаҫҫӗ. Эпӗ вара сан валли кучченеҫ те илсе килнеччӗ-ха, — терӗм эпӗ, сумкӑран тӗркесене кӑлара-кӑлара хурса. Ман пӗлес пулать ӑна. Юрать! Чуптума чарни Ҫак тискер концерт пӗр вунӑ минута хушши пынӑ. Ҫул ҫинчи шухӑшӑмсем манӑн ытла кӑмӑла килмеллескерсемех марччӗ. Василий, ларкӑч ҫинчен тӑрса, кӳме виттине хӑпартать; лавҫӑсем сӑхманӗсене тӑхӑнса яраҫҫӗ; аҫа ҫапмассерен, ҫӗлӗкӗсене хывса, сӑхсӑхса илеҫҫӗ; лашасем хӑлхисене тӑратаҫҫӗ, ҫывхарса килекен пӗлӗтрен тухакан уҫӑ сывлӑша шӑршланӑ евӗр, сӑмса шӑтӑкӗсене карӑнтарса пыраҫҫӗ, кӳмеллӗ ҫӑмӑл урапа та тусанлӑ ҫул тӑрӑх хӑвӑрттӑн пыма тытӑнать. Мӑнтарӑн корольне хытӑ лекрӗ ӗнтӗ тесе шутланӑччӗ эпӗ, анчах апла мар иккен, кӗҫех вӑл хӳшӗрен упаленсе тухрӗ те:— Ну, герцог, ку ӗҫпе эпир мӗн чухлӗ пуйрӑмӑр? — терӗ. Унӑн характерӗ канӑҫсӑр та салхуллӑ пулса тӑчӗ. Ҫурма ӑслӑ ҫын пек, вӑл урса каять, хӑйӗн аллисене кӑшлама, ҫыртма тытӑнать, хытӑ тарӑхнипе, ҫӳҫне тӑпӑлтара-тӑпӑлтара кӑларать. Ҫапла вӑл ӑнран кайнӑ пек пулса шӑпланичченех, ҫӗре ӳкичченех тискерленет, унтан вара каллех асап. — Мӗн эсӗ? — ыйтрӗ вӑл, нимӗн те ӑнланаймасӑр. Уншӑн эпӗ ытларах та тума хатӗрччӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр? Калӑр-ха, вӑл хӗрарӑм сирӗн савни пулнӑ-и? Вӑл темле тӗлӗнмелле, хулӑн та ним пӗлтерӗшсӗр вӑрӑм сасӑсем кӑларать. Эпӗ пӗтрӗм, анчах мӗн инкекӗ пур?.. Мӗн чухлӗ ҫӗмӗрсе, таткаласа пӑрахнӑ пурӑнӑҫ пулчӗ ҫак кунсенче, мӗн чухлӗ ҫамрӑк пуҫ кӑвакармарӗ ҫак сехетсенче, мӗн чухлӗ кӑна куҫҫуль тӑкӑнмарӗ, кам пӗлет, кам телейлӗрех пулӗ-ши — вилнисем-ши, е пушанса юлнӑ чӗрепе, нихӑҫан тасалман мӑшкӑл хыҫҫӑн асаппа, ҫывӑх ҫын вилнӗ хуйхӑпа та танлаштарма ҫук хуйхӑпа юлнисем-ши. Варя амӑшӗ апат пӗҫерет, анлӑ йывӑҫ кравать ҫинче ачасем ҫывӑраҫҫӗ, ҫула тухма тумланнӑ Варя тӑван килӗнчи сак ҫинче килти ҫын пек мар, вӑрахлӑха килмен хӑна пек ларать. Манӑн тӑраничченех ҫывӑрмалла; эпӗ хамӑн юлташсенчен уйӑрӑлса тӑватӑ кун ирттерни ҫинчен шухӑша кайнӑ майӗпех ҫывӑрса кайрӑм. — Савнӑ тусӑм, ҫӗршыв валли эпӗ чаплӑ уявӑн элексирне, ҫӗнтерӳ эрехӗсене, канупа хӑтлӑх эрехӗсене хатӗрлетӗп. Пӑшал сасси вырӑнне ҫав ҫынсем сасартӑк майор хыттӑн, авторитетлӑ та канӑҫлӑ сасӑпа каланине илтрӗҫ. — Тӗрӗс, ача-пӑчапа унпа чӑрмавсӑр пурӑнаймӑн, эпӗ те ҫавнах калам! — ассӑн сывласа илчӗ Мойсей Мойсеич. — Боецӗсем тӗрлӗрен, — терӗ Юргин. Корчагин, килӗшмесӗр, пуҫне сулларӗ. Лешсем ӑна чуптуса яланхи пекех пилленӗ: вӑл кӑштах йӗрсе яман. Эпӗ вара чеелентӗм: кустӑрма пек пӗкӗрӗлтӗм те пӗтӗм урам илтмелле йынӑшма пуҫларӑм. Эсӗ вӑтам хресченсене хӑратса пӑскӑрткаласа илессине хирӗҫ тӑратӑн пулать, эппин? Бойчо ӑҫта иккенне вӑл епле-ха Марийкӑран ҫийӗнчех ыйтса пӗлеймерӗ? Салли аппа пире иксӗмӗре те мӑйӑр йывӑҫӗн хуллипе вӗтелерӗ, тепӗр пӗр-ик сехетрен эпир тата вунпилӗк йӗкехӳре тытрӑмӑр, — мур ачи-пӑчи ма пур ҫӗре те сӑмсине чикет-ши, — акӑ ӗнтӗ ырханнисем ҫеҫ лекнӗ хальхинче, малтан тытнисем пит селӗмччӗ, унашкал мӑнтӑр йӗкехӳресем эпӗ ӗмӗрне те курманччӗ. Хирӗҫсен те усси ҫук пек туйӑнчӗ ӑна; вилес пулсан вилме пултарӗ-ха ӗнтӗ, вилӗмӗпе те хӗрачине пур пӗрех ҫӑлас ҫук. Полицири ҫын, хӑйӗн вырӑнӗ тӑрӑх, хӗрхенӳсӗр пулмалласкер те хӗрхенчӗ… Женя, пуҫне усса, ним чӗнмесӗр тӑрать. Ҫав хушӑра шар ялтӑркка ҫутӑпа сирпӗнсе ҫурӑлчӗ те пӗр самантрах пирӗн ҫие вут сирпӗтсе хупласа илчӗ. Сывӑ-и, каччӑ! — илтӗнчӗҫ хаваслӑ сасӑсем. Приказчик адвокат ҫине те, майра ҫине те, ман ҫине те пӑхса илчӗ, вӑл хӑй кулса ярасран сыхланчӗ пулас, ҫав вӑхӑтрах, эпир мӗн шутланине пӗлсе илсен, купцаран йӗкӗлтесе кулма та, ун сӑмахне ырлама та хатӗр тӑчӗ. Нихҫан та никама та усал сунман вӑл. — Эсӗ килни аван, Лиза, пирӗн паян савӑнӑҫ — ӗнер атте самайлана пуҫларӗ, паян вӑл яра кунах ҫывӑрать. Асту, ан тытса тӑр! Ҫапла-и? Ротӑн шалти механизмне пур чухне те пӗтӗмпех фельдфебель хускатса, тытса-шайлаштарса пынӑ; канцеляри отчетлӑхне те йӑлтах вӑл туса майлаштарнӑ, ҫавна пула ӗнтӗ рота командирне, никама ним палӑртмасӑр, хӑйӗн шӑнӑрлӑ, нумай опытлӑ аллинче ҫирӗппӗн тытса тӑнӑ. Вӑл сывлӑш ҫавӑрса ӗлкӗрнӗ ҫӗре, лешӗ те канма ӗлкӗрчӗ, вӑл ӑна ярса тытма тӑрсанах, лешӗ сике-сике тарма тытӑнчӗ. Каҫхине ман пата лавкана Кукушкин пырса салхуллӑн михӗсем ҫине ларчӗ, хӑйӗн урисем ҫине пӑхса пӗр хушӑ шарламарӗ, унтан, чӗлӗм, тивертсе янӑ май: — Хохол хӑҫан таврӑнать? — тесе ыйтрӗ. Вӑл пирӗн ӗҫе ҫав тери хӑвӑрт вӗренсе пыни шалт тӗлӗнтерет: ятарласа илнӗ теориллӗ пӗлӳ ҫук пулсан та, кӗске вӑхӑтрах мӗн чухлӗ ҫӗнӗ япала пӗлме ӗлкӗрчӗ вӑл. Вӑл чавсисем ҫине тайӑнса пуҫне ҫӗклерӗ те хуллен, ӳпкелесе, тӑрӑхламалларах кулса, чӗлхи ҫинче темле йӳҫек пуррине, ҫӑварӗнче типӗ пулнине туйса калаҫма тытӑнчӗ: — Куна — суятӑн эсӗ! Манӑн пит-куҫӑм вӑл вӑхӑтра питӗ чаплах пулман курӑнать. Пурне те майлаштарнӑ хыҫҫӑн, Даша инке пире хуса ҫитрӗ, кӗпер урлӑ каҫсан, эпӗ хамӑн кӗсьере икӗ катӑк сахӑр, пӗр татӑк шурӑ сухари тупрӑм. Вара ҫапла калатчӗ: кашни ҫуртра пӗрер ывӑл пурӑнать, асли патне адмиралсем ҫӳреҫҫӗ, иккӗмӗшӗ патне генералсем ҫӳреҫҫӗ! — В-вӗсенчен хӑш-пӗрисене. Старик кӗсйине хыпашлакаларӗ те пӗр шӑйӑрӑлса пӗтнӗ револьвер туртса кӑларчӗ. Этем вӑл пустуйшӑн пурӑнмасть, вӑл — туррӑн пӗрчи, унӑн ырӑ пӗрчӗллӗ пучах туса памалла! Хӑш чухне Базаров мӑкан та шухӑшсӑр персе янӑ сӑмахсене вӑл тепӗр хут та каланӑ, сӑмахран, темиҫе кун хушши вӑл нимӗн тӗлсӗр: «ну, ку тӑххӑрмӗш ӗҫ» — тесе ҫӳренӗ, мӗншӗн тесен ывӑлӗ ку сӑмаха, вӑл ирхи кӗлле кайнине пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна ҫавӑн пек каланӑ пулнӑ. Ӑна курнӑ чух Дефорж хӑйне епле именерех тытнине, ҫӳҫенсе илнине тата сасси улшӑннине те Маша асӑрхаман. Эпӗ сире курасшӑнччӗ. Ку декрет пӗрремӗш утӑм кӑна пулнӑ-ха. Мӗнпур хӑрушлӑхӑн ҫӑлкуҫӗ, ӗлӗкхи пурнӑҫшӑн тӑракан де-Лантенак маркиз, виле шӑтӑкӗнче; ӗмӗрлӗхӗн йывӑр алӑкӗ ун хыҫҫӑн шалтлатса хупӑнчӗ, сасартӑк кам та пулсан алӑк сӑлӑпне илсен! — Пӗлетӗн-и эсӗ ӑна паян епле кӳрентернине? Эсир ҫав хура ҫавраҫиле куратӑр-и? Эпӗ аллӑ пуслӑ кӗмӗле кӑларса ӑна кӑтартрӑм. Комсомолецсенченех вунҫичӗ проценчӗ уйӑхра пӗр кун е икӗ кун пачах ӗҫе тухмасть, ҫав вӑхӑтрах партире тӑман ҫамрӑксем хушшинче прогульщиксем вунтӑватӑ процент пулса тӑраҫҫӗ. Хӑш чухне, тӑрсан-тӑрсан, ҫӑра пӗлӗтсем хушшинче кӑнтӑр еннелле ҫӗмӗрӗн пек вӗҫсе пыракан хӑлат курӑнать. — Тепри те чӗрӗ-и? — ыйтрӗ иккӗмӗш хресченӗ. Унӑн хытах мар тухакан уҫӑ сасси тӗкӗр пек ҫутӑ кӳлӗ ҫийӗн янӑраса кайрӗ; инҫетри вӑрманта кашни сӑмахах хирӗҫ илтӗнсе тӑчӗ; унта та такам уҫӑ мар сасӑпа вӑрттӑн, анчах ҫӗр ҫинчи ҫын сасси пек мар сасӑпа юрланӑн туйӑнать. — Ир-ирех тӗкӗр-телефонпа Тускуба шыраса тупмалла, унпа пӗр-пӗрне ӑнланса калаҫусем пуҫламалла… Хайхи пӗчӗк ача ҫӑварне вӑл пӗр ывӑҫ хурӑн ҫырли хыптарчӗ, аллине чана ҫунаттин ялтӑркка тӗкне тыттарчӗ, вара ачасем, тӑваттӑшӗ те харӑсах, хайхи вутта купалама тытӑнчӗҫ. Джон Мангльс ҫак хушуна хӑй ӑшӗнче кӑна ырларӗ, анчах нимӗн те каласа хумарӗ. Чӗнмен вӗт эп сире. Капитан ним калама аптӑраса тӑчӗ. — Кунта-и? — чун-чӗри хускалнипе Олейникӑн ҫамки ҫине тар тапса тухрӗ. Каҫченех Машук таврашӗнче утса ҫӳрерӗм, калама ҫук ӗшентӗм те киле таврӑнсан вара ним тӑва пӗлмесӗр вырӑн ҫине ҫитсе ӳкрӗм. Миколай угодник… Пальто уртса ярса хыт-хураллӑ уй урлӑ Пысӑк Укҫа урамнелле ҫул тытрӗ — хӑйӗн хваттерне. Анчах та халь вӑл пӗр-пӗчченех вӑрман чӑтлӑхӗнче, тӑшман тылӗнче пулнӑ, кунта ҫынна тӗл пулни ҫӑлӑнӑҫ мар, вилӗм ҫеҫ кӳме пултарать. Хамӑр ҫула эпир Чили ҫыранӗсем ҫинче шӑп кӑна вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель кӗрсе кайнӑ тӗлтен, урӑхла каласан, Румень сӑмсахӗпе Корнейро бухти хушшинчен пуҫлатпӑр. Унтан, Аракани столицине кӗмесӗрех, эпир Кордильерсен урлӑ Антукс сӑрчӗн хушшипе тухатпӑр, ҫапла ӗнтӗ вулкан хиртен нумай кӑнтӑралла юлать. Малалла сӑртсен вашмӑк тайлӑмӗсемпе анатпӑр, Рио-Колорадоран иртсен пампассене ҫитетпӗр, унтан Салинас кӳлли пулать, Гуамини шывӗ тата сьерра-Тапальквен, тӗрӗссипе Буэнос-Айрес провинцийӗн чикки. Ытти япаласем карап рифсем ҫумне ҫапӑннӑ чухне е шыв лекнипе юрӑхсӑра тухнӑ, е пачах пӗтнӗ. — Унтан, янахне хыҫкаласа, шухӑша кайса хушса хучӗ: — Кӑмӑла каятӑн эсӗ мана, килӗшетӗн. Унӑн пурнӑҫӗ чӑнах та ҫапла пулнӑ-и, е пирӗн ҫуртра тӑлӑххӑн пурӑннӑ вӑхӑтра шухӑшласа кӑларса, час-часах кала-кала панӑран хӑй те ӗненсе пӑрахнӑ япала-и, е пурнӑҫра чӑн пулнӑ ӗҫсене шухӑшласа кӑларнисемпе илемлетнӗ-и — эпӗ ӑна халӗ те татса калама пултараймастӑп. Тӑман чарӑнман, пӗлӗт уҫӑлман. Аппа кӑшт лӑпланчӗ. Сережа нимӗн тума аптӑраса, аяккарах кайса тӑчӗ. — Апла пулсан, утрав ҫинче ҫынсем пулӗ? — терӗ Гленарван. Кахал пулнинчен. — Паллах. — Епле вара кӑмӑла кайман пултӑр?.. Старик, тахҫан пулса иртнӗ ҫавӑн евӗрлӗ ӗҫ ҫинченех чӑн-чӑн хохолсем пек тӑрӑхласа каласа панӑҫем, мӑйӑхӗсене пӗтӗркелесе ахӑлтатсах кулнӑ. Стена ҫумӗнче пысӑк пуҫли ӑман пек авкаланса выртать. Давыдов ӑна чӗнсе вӑратрӗ: — Мӗншӗн сухаламастӑн? Вӗреннӗ урока ӑнланмалла та уҫӑмлӑ каласа парасси маншӑн хаваслӑ. Пит ҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ пӑнчӑ тухса тулчӗ. Иртен-ҫӳрен ҫынсене, — вӑрӑ-хурахсем яланах ҫапла хӑтланаҫҫӗ. Ҫилӗ мӑн ҫул ҫинчи кӑвак тусана ҫавӑрттарса ҫӳрет. Ҫил ӗнтӗ чӗрӗ те уҫӑ шӑршӑллӑ сывлӑшпа сывлать. Ушкӑн шавлама пуҫларӗ, такам «ура» кӑшкӑрса ячӗ. Ҫак сӑмахсене вӑл пӗтӗм чӗрипе хумханса каларӗ. Протуберанецсенчен хӑшпӗрисем, чӑн та, Хӗвел атмосферинче куҫса ҫӳрекен вут-кӑварлӑ пӗлӗт хутламӗсем иккен. Эсӗ халь маншӑн ҫав тери, калама ҫук кирлӗччӗ! Вӑл халь ӗҫ ҫукран аристократиллӗ хӗрӗн сӑнаса юлнӑ паллисене аса илсе ҫакӑнта ӳкерме пуҫларӗ. Пырса тухсан — пит лайӑх пулать. Унтан Лиссабона ҫитиччен ҫичҫӗр утмӑл километр ҫеҫ, материк ҫине каймалли пароходсем тен нумаях кӗттермӗҫ. Чӗлхи нимӗне пӗлтермен пушӑ сӑмахсем пакӑлтатнӑ чухне те унӑн сӑн-питӗнче темӗскер, ахаль чухнехи пек мар япала ҫутӑлса тӑнӑ. — Пуриншӗн те телейлӗх тӑвасшӑн! — хӗрӳллӗн кӑшкӑрса каланӑ Люба. Ҫӗнӗрен тупӑшма хатӗррисем те пулчӗҫ. Ляхсем, ӗҫ чӑтма ҫук хӗрсе ҫитнине курса, каялла чакрӗҫ те хир леш вӗҫне пуҫтарӑнас тесе унталла чупрӗҫ. Икӗ тӗрӗк ҫухалнипе ҫыхӑнмасть-и ҫак япала? Вӗсем шӑпах Огнянов Бяла Черквана пынӑ кун ҫухалчӗҫ-ҫке. — О, шуйттан!.. — пӑшӑлтатса илнӗ Ежов, шӑлӗсене шатӑртаттарса. Ҫакна эпир малалла курӑпӑр. — Ирландец прерире хӑй ҫуртне мӗнле тунине кӗрсе пӑхса, мӗн лайӑх марри пур-ха унта? Мӗн унта сан? — Ку риф мар, — терӗ вӑл, минут пек пӑхса тӑрсан. Кукуруза ҫӑнӑхӗн миххине эпӗ хам пытарнӑ кимӗ ҫине кайса хутӑм, кун хыҫҫӑн какая та унтах йӑтса кайрӑм, унтан виски кӗленчине те. Санӑн ирӗк, сударь, анчах эпӗ юлмастӑп. — Мадонна, ан килӗшӗр! Ҫавӑн пекех кал-кал сӑн-сӑпат, ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле ултавлӑн та ӗненӳллӗн, тарӑн шухӑшлӑ та витӗр пӑхать, ҫавӑн пекех хускалусем тӑвать… Вӑл малалла ыткӑнчӗ, решетке тимӗрӗсенчен татнӑ аллисене вӗҫертрӗ те амбразура витӗр сикрӗ. Манӑн хисеплӗ тусӑм, Мартин де Мусти пӗрре ҫак вырӑнсенчех аслати пӗр чарӑнмасӑр аллӑ пилӗк минут хушши кӗмсӗртетсе тӑнине сӑнанӑ! Унӑн чунӗ темле хӑй тӗллӗн ҫуралакан ҫӑмӑл кичемлӗхпе тулчӗ — тепӗр чух каҫхине инҫетрен юратнӑ юрӑ кӗввине илтсен ҫавӑн пек пулать. Ку чӑнах та вара тӗлӗнмелле сикӗм пулчӗ. Куҫӗ умӗнчех ултавҫӑ тесе хурсан — хама-хам вилӗм аллине пани кӑна пулӗччӗ. Вилӗм юпи патӗнче пӗтӗм халӑх куҫӗ умӗнче тӳсейми тарӑхупа ҫапла калама хатӗр пулни те маншӑн халӗ унта усӑсӑр мухтанни пулнӑ пек ҫеҫ туйӑнать. Анчах ун пек ӑсталӑха Айртон фермӑра аванах вӗреннӗ, ун ҫинчен Падди О'Мур та ҫулҫӳревҫӗсене ӗнентерсех каларӗ. Хӗвел ҫуттинче унӑн куҫӗ алчӑраса кайнӑ. Ҫапла майпа вӗсене тӗрлӗ элек-юмахсенчен, усала вӗрентессинчен сыхлаҫҫӗ. Эпӗ сана, ывӑлӑм, акӑ мӗн калатӑп: «Эсӗ ҫапла туни ҫеҫ ватӑ Джима ҫӑлса хӑварчӗ. Джим ҫакна нихҫан та манмӗ, тӑванӑм!» Епле мӑнкӑмалланать вӑл унпа! Кам ыйтать ӑна? Астусах тӑратӑп, хамран ҫапла ыйтсан, эпӗ вӑтанса кайрӑм, анчах ҫакӑнпа пӗрлех, хам пачах кӗтмен ҫӗртен, мӑнаҫлӑн кулкаласа илтӗм те, ытла та хӑпартлануллӑн французла калаҫа пуҫласа, вводнӑй предложенисем кӗрте-кӗрте, тем тери упи-супи сӑмахсем каларӑм, ҫав сӑмахсене халӗ, вуншар ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та, аса илме намӑс. (Николай Артемьевич арӑмне яланах эсир, тесе чӗнет, хӗрне вара — никам кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ вӑхӑтсенче кӑна.) «Айван та мӗн ҫав Корытов. Ҫак вӑрманлӑ та шурлӑхлӑ вырӑна нимӗҫсем октябрь уйӑхӗнчех килсе ҫитнӗ пулнӑ, ун чухне хурӑн ҫулҫисем сарӑлнӑ, ӑвӑссем хӗрлӗ ҫулӑмпа йӑлкӑшнӑ пек курӑннӑ. Кунта никам та ун хутне кӗмест-и? — Ҫапла, пӗлетӗп, эсир айӑплӑ мар. Анчах Полозов харлаттарма та пуҫларӗ ӗнтӗ. Эпир пӳрте кӗтӗмӗр. — Батюшка, инкек! — терӗ Василиса Егоровна. Ҫамрӑксен савӑк ӗҫне Цанко та хутшӑнчӗ, арӑмӗ хӑна тӑвас енӗпе аппаланма тытӑнчӗ. — Эпӗ качака шырарӑм, — халсӑррӑн ответлерӗ Нюрка. Эпӗ вата Флинтӑн пӗрремӗш штурманӗ, ҫапла ҫав, пӗрремӗш штурманӗ пултӑм, леш вырӑн ӑҫтине эпӗ хам пӗччен ҫеҫ пӗлетӗп. Килни уҫӑ алӑкран кӗчӗ, ытамне артистсем пек сарса пӑрахрӗ: — Сывлӑх сунатӑп, пытанса пурӑнакан хаклӑ ҫынсем! Питӗ вӑйлӑ лӑркать, шӑнасем аптратнӑ ӑна!» — тет. Ромашов ман хыҫӑмран мӗн ҫамрӑкранах йӗрлесе пыни ҫинчен хӑй каланӑ пек каласа патӑм, унӑн канӑҫа пӗлмен пушӑ чунӗ мана хапсӑннипе шкулта вӗреннӗ ҫулсенчех терт курнӑ. Ӑна Корчагин час таврӑнайманни пӑшӑрхантарать. Мӗн пулнӑ Павела? Вӑл сасартӑк крыльца ҫинчен йӑванса анчӗ те, Рыбина ҫӳҫӗнчен ҫавӑрса тытса, унӑн пуҫне пӗрре малалла туртса, тепре каялла тӗксе ярса кӑшкӑрчӗ: — Эсӗ калатӑн-и куна, анчӑк, эсӗ-и? Вӑл карап ҫинчен Вальпараисӑра анса юлма шутлани ҫинчен ҫеҫ пӗлтерчӗ. Анчах эпӗ? — Йӑм, йытӑ ҫури! — шӑппӑн каласа янӑ вӑл юлашкинчен. Салли аппа пушшех кулянса ӳкрӗ, тете ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӗ, халех хуйхӑрма кирлӗ мар-ха: «Арҫын ача арҫын ачах вӑл, курӑн-ха акӑ ирхине чӗрӗ-сывах килсе ҫитет», — тет. — Халь тапранса кайсан усси ҫук. Тепӗр темиҫе ҫеккунтрах вӑл Томпа Геркулес ҫывӑракан сентре таран хӑпарчӗ. — Турӑ ячӗпе халӑх ячӗпе… Каласа пӗтермен девиза Джемма майӗпен те чаплӑн каласа пӗтерчӗ: — «…паян тата ӗмӗр-ӗмӗрех». — Ҫук, ҫук, — терӗ вӑл, хӑй килӗшменнине палӑртса пуҫӗпе сулкаланӑ май. Эпир вӗсене Пойндекстер патӗнче праҫникре тӗл пулӑпӑр, кун пирки эпӗ иккӗленместӗп. Ырӑ пулса, пире вӑл мӗнлине каласа парӑр-ха. Хӳмесем урлӑ каҫа-каҫа, вӗсем парксем урлӑ чупса иртеҫҫӗ те каллех ҫуртсене кӗрсе пытанаҫҫӗ. — Епле ҫынсем эсир! — терӗ вӑл пӗррехинче хохола. Ку сӑмаха санӑн ӑна каламаллаччӗ… Озеров Волошин майора аллинчен тытрӗ те, вӑл сивӗнсех пынине туйса, пӗр хушӑ ним шухӑшламасӑр тӑчӗ. Ман шутпа эпир хура прерипе те, симӗссипе ҫӳренӗ пекех, канӑҫлӑ ҫӳреме пултаратпӑр. Городцов пӗртте тӑхтаса тӑрасшӑн мар. Шӑлсен шӑтӑртатӑвӗ те сӗм тӗттӗмлӗх. Халь вӑл Николай Антонычпа йӗрӗннӗ пек калаҫать, вырӑнсӑр та калаҫать, Николай Антоныч ӑна салху та ӗшеннӗн ответлет. Пӗтӗм ял халӑхӗ, ачи-пӑчи таранччен, эс ман патӑмра иккенне витӗр пӗлсе тӑрать. Хай ача чуччу ҫинчен анчӗ те курӑка хыпашлама тытӑнчӗ, хир чечекӗсенчен тунӑ йывӑр букета илчӗ. Ахӑртнех, манӑн тусӑмсене пурне те вӗлернӗ пулас. — Павлушка калать ӑна, анчах эпӗ ӗненместӗп. Каярахпа ахаль куҫпа курӑнакан пур ҫӑлтӑрсене те каталога кӗртнӗ. Анчах ахаль куҫпа курӑнакан ҫӑлтӑрсем телескоп витӗр курӑнакан ҫӑлтӑрсен пӗчӗк пайӗ кӑна. Андрей Лопуховӑн килӗ ӑҫтине вӑл ӑнланмарӗ, анчах ӑнланнӑ пек пулчӗ те шӳтлерӗ пекле ыйтрӗ: — Ҫырткаламалли пулать-и? Рада шӑппӑн кӑна тепӗр хӗрачана чӗнсе кӑларчӗ. — Манӑн — ҫӳрет! — тенӗ ывӑлӗ аслашшӗнни пек хастарлӑ сасӑпа. — Ан пӑшӑрханӑр… Горизонт патӗнчен порталла килекен пӑрахутсем шывран сиксе тухнӑ пек те тӑвалла хӑпарнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫапах та вӑл Бяла Черквара мӗн пулса иртнине, Рада халь епле пурӑннине, тусӗсем мӗнле иккенне, ирӗксӗртен татмалла пулнӑ ӗҫӗ мӗнле пынине тем пек пӗлесшӗн ҫунчӗ. Мак-Набс майорпа пӗрле палуба ҫине хӑпарса, Гленарван капитанран вӑл мӗнле пулӑ пулма пултарни ҫинчен ыйтрӗ. — Ӑна эпӗ пысӑк акула пулӗ, тетӗп, сэр. Сӑмахран, «монополи» мӗне пӗлтерет-ха? Стефчова конака илсе пынӑ каҫ вӑл Огнянов пирки мӗн шухӑшланине пӗтӗмпе бее каласа панӑ. Вӑл иккӗмӗшӗнче ирхине ҫыран хӗрринче пулать. Тӗрӗксем ҫывӑхраччӗ ӗнтӗ. — Кичем ӑна итлеме! — терӗ Игнат хуллен. — Ӑҫта? — Ку та аван. — Пӑхӑр, ачасем! — асӑрхаттарса кӑшкӑрчӗ пӗр сасӑ. Ыран К. хулинче пасар кунӗ-ҫке. Ҫак шухӑш Огнянова пит килӗшрӗ. Чӑн та, апла тума йывӑр килет, ӗҫӗ те пит кирлӗ-ҫке, йывӑр пуласран хӑраса тӑнипе килӗшме ҫук. Пӗр самантрах лассо ункийӗ ашакӑн вӑрӑм хӑлхисем тӗлнелле ҫиҫӗм пек пырса анса ларчӗ. Савӑннӑ Райна тем ҫӗнтернӗ пек кӑмӑлпа амӑш патнелле чупрӗ. «Э, ун пек саккунсӑр ӗҫе тума мӗнле ирӗк патӑр! Ҫӗр ҫинче каҫхине Плутон ҫинчи кӑнтӑрлахи пек ҫутӑ пултӑр тесен, пирӗн тӳпе ҫине икҫӗр ҫитмӗл пилӗк тулли Уйӑх ҫакмалла. Ҫав кайӑксем вырӑнти урӑх йӑхран тухнӑ кайӑксемпе хутшӑнма тӑрӑшни Воропаева чӑннипех тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен ҫакӑ ӑна ҫавӑн пек ҫынсене аса илтерет. Ытлашши ку маншӑн. Вӑл хут татӑкӗ илчӗ те пуҫа чи малтан кӗнӗ шухӑшсене:Эпӗ сире турра шаннӑ пек шантӑм. Вӑл нумай макӑрнӑ, макӑрни ӑна кӑмӑла кайнӑ пек туйӑннӑ, куҫҫуль юхтарма пуҫличчен вӑл питҫӑмартисене мӑкӑртса мӑшлатнӑ, куҫӗсене чышкисемпе лутӑрканӑ. Анчах ҫырана аллӑ чалӑш ҫитес чухне Вильсонӑн рулӗ сасартӑк ҫурмаран хуҫӑлчӗ. Нимӗнпе тытса чармалла мар сулӑ татах юхӑма май вӗҫтерчӗ. Хӑрушлӑх — кашни кунах йӳнелсе пыракан хут укҫара. Служивый, мӗнле пек, сире те хӑвӑрт калаҫнӑ пек туйӑнать-и? — Ҫуккине эпӗ те пӗлетӗп, — тет Том, — анчах тухса тариччен унӑн герб пулмаллах, тарас-тӑк пӗтӗм йӗрке тӑрӑх, чыса ӳкермесӗр тармалла. — Тата икӗ сӑмах ҫеҫ кала, кӑтартатӑп та. Пуринчен ытла куҫӗсене тӗлӗнмелле тунӑ: ӑна ӳкерекен художник хӑйӗн мӗнпур пултарулӑхне ҫак куҫсене тунӑ ҫӗре хунӑ тейӗн. Ялан тенӗ пекех, ҫакӑ служба хыҫҫӑн, ӗнтӗрӗк ҫапнӑ вӑхӑт тӗлнелле пулать, ун чухне вӑл садри ҫывӑрма пуҫланӑ йывӑҫсен ҫӑра лӑссисем айӗпе шӑппӑн-шӑппӑн уткаласа ҫӳрет, пӗчченскер те тунсӑхлаканскер, каҫхи нӑрӑсем сӗрленине итлет тата тӗттӗмленсе пыракан кӗрен лӑпкӑ тӳпенелле тинкерет. Ҫырман пӗр тӗсевлӗ фонӗ ҫинче пӑрахут, сӑртсен тасалӑхӗпе ялтӑраса, катмар та ҫутӑ лаптӑк пек ишсе пынӑ; вӑл сывласа кӑларакан хура тӗтӗм йывӑр пӗлӗт пек йӑсӑрланнӑ. Ҫӑва патне вӗсене! — Улама чарӑннӑ, Том, хӑлхисене тӑратса лартнӑ. Вӑл ывӑлӗ темле тӗлӗнмелле майпа хӑйӗнпе тан пулса тӑнине, вӑл ҫитӗннӗ ҫын виҫи таран ҫӗкленине е ҫитӗннӗ ҫынна хӑй виҫи таран пӗчӗклетнине асӑрхарӗ. — О, эпӗ унта темиҫе те кайнӑ! — тавӑрчӗ Гаррис. Джеммӑн пӗрре — ҫутӑ кун пек хаваслӑ та пысӑк, тепре — куҫ хӑрпӑкӗсемпе ҫурри хупланнӑ тарӑн та каҫ пек тӗттӗм куҫсем ытти мӗнпур сӑнарсене ҫав тери шупкалатса ун куҫӗ умӗнче тӑчӗҫ. Гленарван сӑмаха нихӑҫан та ахаль тумасть, хӑй патне ӑнсӑртран ҫакланнӑ хӑнине вӑл ӑна ҫакӑнти ҫырана антарса хӑварасси ҫинчен пӗлтерчӗ. — Аттеҫӗм, Аркадий Павлыч, — тесе тархасласа калаҫма тытӑнчӗ старик, — каҫарӑр, хута кӗрӗр, — мӗнле эпӗ каласа хӑртма пултаракан ҫын-ха? Елена аллине ун тути патӗнчен туртса илмерӗ, Инсаров унӑн аллине е пӳрнине чуптунине, ача пек хавасланса, ӑшшӑн кулкаласа пӑхса тӑчӗ.. Ҫак хушӑра пирӗн Ковалев ҫинчен кӑшт калас пулать, вулакан вӑл мӗнле коллежски асессор пулнине куртӑр. Эпӗ шкула таврӑннӑ ҫӗре ҫынсем кӑнтӑрлахи апат та ҫинӗччӗ ӗнтӗ. Ӑнсӑртран кунта килсе кӗнӗскер, вӑл ирӗксӗрех кил-йыш драмине хутшӑнса пыра пуҫларӗ. Ну, халь вара… Стефчов тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна. Ак хӑв эсӗ, ку ӗҫе хутшӑнман ҫын, мӗншӗн шарламан-ха? Театрсенче юрӑхсӑр пьесӑсем лартаҫҫӗ, часах акӑ Робеспьер Дантон гильотана ҫине ярать. Амӑшӗ шикленсе куҫ харшине ҫӗклерӗ те Рыбина:— Ҫитӗ ӗнтӗ сана!.. — терӗ. Пирӗн ӗҫ — пир тӗртесси, истори — пирӗн ӗҫ мар. Юр тусанӗ сирӗлсен кӑна акӑ мӗн курӑнчӗ: хӑрах аякки ҫине тӳннӗ, аманнӑ машинӑран аяккарах, юр ҫинче темскер хуран курӑнса выртать. Астӑватӑп, ун чухне хама хам тин ҫеҫ службӑна вырнаҫнӑ ҫын евӗрлӗрех туйрӑм: эпӗ ӗнтӗ тек ахаль ача мар; эпӗ — юратакан ҫын. — Акӑ мӗн, Василиса Егоровна, хӑвах пӗлетӗн-ҫке — служба ӗҫӗпе эпӗ, пушӑ пулман: салтаксене вӗрентрӗм, — терӗ Иван Кузмич. Салтаксене ӑҫтан тупмалла? Дерпт студенчӗ кӑна юри тумасть пулӗ; вӑл ытларах та ытларах хӗрелет, пур ҫӗре те ҫитсе ӗлкӗрет, пуринне те пушӑ стакансене тултарать, сӗтел ҫине ытларах та ытларах тӑкать, ҫавӑнпа сӗтелӗ шар пылак та лӑймака пулса тӑчӗ ӗнтӗ. Ҫар ҫынни ӑнланмалла пулнӑ паллӑсем тӑрӑх: хӑйсем арми штабӗнчен «сасӑлас» меслетпе, машина ҫинчен машина ҫине куҫса ларса килнӗ ҫулсем тулса ларнинчен, ҫӗрле ҫул ҫинче часовойсем тӗллӗн маскировка тума хушнинчен, маскировкӑна пӑсакансене машина кустӑрми шинисенчен перессипе хӑратнинчен, фронт ҫулӗсенчен аякра тӑракан ращасенче танксем, грузовиксем, артиллери пухӑннипе шавлӑ та тӑвӑр пулнинчен тата уйри пушӑ ҫул ҫинче вӗсене паян нимӗҫсен «ухатникӗсем» атакӑлани тӑрӑх та — Мересьев фронтра лӑпкӑ вӑхӑт иртнине, шӑп ҫак вырӑнсенче нимӗҫсем пирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнма шут тытнине, ҫав тапӑну часах пулмаллине, анчах Хӗрлӗ Ҫар командованийӗ ун ҫинчен пӗлнине, тӑшмана тивӗҫлӗ ответ пама хатӗрленсе ҫитнине ӑнланчӗ. Ак Мардохай та ҫавнах калӗ: Мардохай тӗнчере никам тӑвайман ӗҫе те турӗ ӗнтӗ, анчах турӑ ку ӗҫе апла тӑвасшӑн пулмарӗ. Ку вӑл маншӑн ӗмӗрне курман-илтмен, яланлӑхах асамра тӑрса юлакан калаҫу пулчӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑна ним хумханмасӑр каласа памалла. Эпӗ идеалист иккенне малтан кӑтарттӑр-ха. — Питӗ, питӗ канлӗ; минтерӗсем вара, рессорӗсем — пурте картинка пекех. Ывӑннӑ ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсене «Пилигрим» лайӑх гаваньрен инҫех те мар пек, унта кӗме шыв хӑпарасса ҫеҫ кӗтмелле пек, пӗтӗм инкек-синкек иртнӗ пек тыткаларӗҫ. Вудли Пойндекстер вӑл хӑй сӑмахне улӑштаракан ҫын мар. Элен ӑна аллинчен тытрӗ, вара вӑл, хӑй тавра кӗпӗрленнӗ ҫулҫӳревҫӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхса, ура ҫине тӑчӗ. — Ҫук, ӑна мӗнле те пулин вӗри апат ҫитерес пулать… Дворникӑн хаяр сӑнӗ ӑна калама ҫук хӑратса пӑрахрӗ, пӗчӗккӗ те вӑйсӑр ӳт-пӗвне хытарса лартрӗ. Амӑшӗ ун ҫине пӑхрӗ те ним шарламасӑрах кулса илчӗ. Лавкана пырса кӗрсен, хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ сутуҫипе мар, тӳрех Яшӑпа калаҫма тытӑнатчӗҫ: — Яша, пӗр виҫӗ кило тӑвар кирлӗччӗ, э? «Маншӑн тертленнӗ, мана сипленӗ. Мана ахаль, турчкапа ҫеҫ хӗнерӗҫ. Римлянсем хӑйсен хӗвелтухӑҫ похочӗсем хыҫҫӑн Италире чи малтан ырӑ курса киленмелли садсем тунӑ. Кӗнекене темиҫе пая ҫуркаласа пӑрахнӑ хыҫҫӑн, Жор-хетта аллине Рене-Жан енне тӑсса: — Тата пар, — тесе ыйтрӗ. — Инвалидсем, аманнисем, контуженнӑйсем. — Сана эпӗ ырӑ мар юлташусем улталанӑ тесе, тата санӑн ҫамрӑклӑхна, опыт ҫуккине шута илме тата… тата эсӗ аннӳ пекех ҫӑмӑлттай та пуҫтах пултӑн иккен тесе шухӑшлама та хатӗр. Кӗсрине ҫавӑн пек каланӑ хыҫҫӑн Зеб хӑй пуҫне симӗс акацисем ӑшне пытарса, шӑп пулнӑ та ҫывхарса килекен юланута тинкерсе пӑхма пуҫланӑ. Тен, вӑл мана ҫав кӗрӗкшӗн ҫут тӗнчерен пӑскӑртса кӑларса ярӗ. Ун чухне мӗн тумалла-ха манӑн? Ӗҫес килнине пӗтерме ҫӑвара хураҫҫӗ ӑна аякри йывӑр ҫулҫӳревсенче. — Разметнов ҫилленме пуҫларӗ пулас. — Халь ҫурҫӗр ҫитнӗ-и? — Мӗншӗн? — шартах сикрӗ Артём. Кийӗн хулӑн пуҫӗпе шак! тутарчӗ Агамалов урайне. Ку хатӗрсем ҫумне пилӗк бухта ҫирӗп те пиҫӗ линь хучӗҫ. Кашни бухта тӑршшӗ ултҫӗр фут. Пӳртумӗнче лутрарах та тачка ӳтлӗ ватӑрах хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, хӑй вӑл килте ҫыхнӑ кӑвак ҫӑм кофта тӑхӑнса янӑ. Вӑл плащ ҫинче йӑлкӑшса выртакан ҫӗҫҫе курнӑ. Деренков булочнӑй уҫма шут тытрӗ. Ӑна полкрисем пурте вӑл ӗлӗк маттур йӗкӗт пулнипе пӗлеҫҫӗ. Вӗсем пурте ҫав-ҫавах йӑваш та кахалскерсем; ӳпресем пек е хӗвел ҫутти ҫинчи тусан пӗрчисем пек, вӗсем иртен пуҫласа каҫчен пароход ҫинче хуллен тӗккеленсе ҫӳреҫҫӗ. Кунта эпир питех те аван вырнаҫма пултаратпӑр. Анчах вӑл хӑех сасартӑк, сивӗ тивӗҫлӗхпе: — тӗрӗссипе эпир пӗр-пӗрне ӑнланма пултараймастпӑр; кирек мӗнле пулсан та, манӑн сире ӑнланма чысӑм ҫук, тесе чарӑнчӗ. Вӑл шыв тӑрӑласса кӗтме пуҫларӗ, унтан вара тата тепӗр хут шырама тытӑнчӗ те, шыва каллех пӑтратса пӗтерчӗ. Эпӗ пархатарлӑх ҫине патша таврашӗнчисем пек пӑхма вӗренмен те, его величество халӗ манпа ҫав тери киревсӗр хӑтланни эпӗ ӑна панӑ кирек хӑш сӑмахсенчен те мана хӑтараҫҫӗ, тесе хама хам ниепле те ӗнентерме пултараймарӑм. Халӑх йӑлисемпе патша ҫурчӗн виҫисем йӑлтах урӑхла. Гуигнгнмсем ҫитмӗл тата ҫитмӗл пилӗк ҫулччен пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑнтанах шиклӗн пӑшӑлтатни. этем пӑшӑлтатни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Метеорит — хӗвел системинчен пирӗн пата вӗҫсе килнӗ япала, тен, тата вӑл мӗнле те пулин питӗ инҫетри ҫӑлтӑр катӑкех пуль-ха!.. Вӗсем хӗрсех калаҫнӑ — вӑл та паллӑ. Енчен хам ватӑ мар пулсан… Вӑл ҫиленчӗклӗн аллине сулчӗ. Анафен-автансем кунӗ-кунӗпех ҫапӑҫаҫҫӗ, ҫавсене хӑваласа ҫӳресе урасӑр тӑрса юлтӑм ӗнтӗ. — Ҫунтарса ярӑп! — кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле каларӗ Макариха. Урӑ пулма кашнинех турӑ патӑрччӗ. Шыв ҫинче кӗсменпе ӗҫлени илтӗнчӗ. Леш енчи ҫыранран туп-тулли халӑх ларса тулнӑ лодка килни курӑнчӗ. Акӑ вӑл йывӑҫӗ. Акӑ хайхи мана йӗнер ҫинчен ҫапса ӳкерекен турат. Ҫак айӑпсӑр ҫутӑсене ҫынсем мӗнле хӑрушлӑхсемпе айӑпламан пуль? Вунулттӑмӗш ӗмӗр вӗҫӗнче ҫак ирсӗр суту-илӳ ҫав тери сарӑлса кайнӑ, вӑл ун чухнехи тискер йӑла-йӗркесене пӗртте хирӗҫлемен. Берсенев темиҫе хутчен те урама тухса кӗчӗ: ӑна халь уҫӑ сывлӑш кирлӗ. Хамӑр ҫын пулсан, каҫарма юрать: активист, нагрузкӑллӑ ҫын, тенӗ пек тухать. «Калама ирӗк парӑр, Иван Иванович, эсир акӑ мана хӑвӑр кӳрентертӗр-ха! Вӑйпитти ҫынсем пурте уйра. Савельич мана тумсене хывма, тирпейлеме пычӗ. Ҫӑмӑл пултӑр тесе Сергей хӑйпе пӗрле ҫиелти тумтирне илмерӗ, трикопа ҫеҫ кайрӗ. Тӑванӗсем ҫӗрӗпех ун патӗнче ларнӑ, терӗ Мери Джейн мисс, пӗр кун та пурӑнаймӗ тесе хӑраҫҫӗ, тет. Корытов вӗсем патне шӑппӑн пырса тӑчӗ, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине кӑштах илтрӗ пулас, мӗншӗн тесен, вӗсем ҫумне ларсанах, тутисене чалӑштаркалама тата вӗсенчен тӑрӑхлама тытӑнчӗ. Эсӗ ҫапла шухӑшлатӑн-и? Серафима Петровна нимӗн тӑва пӗлместчӗ, ун ҫине никам та ним чухлӗ те пӑхмастчӗ ӗнтӗ. Кайран ӳкетӗп. — Тухатӑп, нимӗн те пулмасть. Калаҫасса та кӗскен калаҫма пуҫларӗҫ: — Сана мӗн ҫинчен? — Урӑхларах, йывӑртарах меслет шыраса тупасчӗ. Вӑл ӑна юратать, вӑл ӑна юратать! — Ҫапах та тискер кайӑк пекех ку ача! — Атте ӑна, Даша инкене, «мана качча тухмастӑн-тӑк, пӳрт-ҫурта сутатӑп та ялсем тӑрӑх тиркӗ-чашкӑ тӗплеме тухса каятӑп», терӗ. — Эсир мана текех упраса усратӑр! — терӗ вӑл йӑл кулса. Анчах вӗсем мана ҫав тери тискерле кураймастчӗҫ. Гленарван лашин таканӗсем Блэк-Пойнт станцин клеймине — икӗ шултра трилистник паллине тусанлӑ ҫул ҫинче хӑварса пыман пулсан, отряд хыҫӗнчен юлакан йӗр ҫак кӗтӳсен йӗррисемпех арпашӑнса кайнӑ пулӗччӗ. — Анчах мӗн тесен те, унӑн авторӗ эпӗ мӗн пӗлнине пӗлмест. Каллех фантла выляма пикенчӗҫ, анчах малтанхилле тӗлӗнтермӗшсемсӗр, ухмахланмасӑр та шавламасӑр — чиканла айкашни пулмарӗ. Анчах Вакула чиркӳре кӗлтуса ҫылӑх каҫарттарнине, чиркӳн сулахай енчи клиросне пӗтӗмӗшпех, укҫасӑр, симӗс сӑрпа сӑрласа панине тата унта хӗрлӗ чечексем ӳкернине пӗлсен, архиерей ӑна тата ытларах мухтарӗ. Ҫаксем ҫине ҫиелтен пысӑк турат ҫыхса лартнӑ, ҫавӑ Лукашкӑна малтанлӑха улталанӑ та ӗнтӗ. Шыв мӗншӗн юхать? — хӑй тӑрӑх ишсе ҫӳреччӗр тесе, йывӑҫ ӳсет — усӑ пултӑр тесе, йытӑ — ҫурт сыхлать… Ҫынсем ҫиле хӑйсемшӗн ӗҫлеттернӗ: тинӗс тӑрӑх паруслӑ карапсене ҫӳретнӗ, ҫил арманӗсен ҫунаттисене, ҫил двигателӗн ҫунаттисене ҫавӑрттарнӑ. Малтанхи вӑхӑтра вӑл хай сӑн-сӑпачӗпелен выҫӑ, нумай хӗненине пула пӑсӑлнӑ, йӑпатас тесе тӑснӑ алӑран та хӑраса айккинелле сиксе таракан йытта аса илтеретчӗ. (Вӑл вӑхӑтра, хӗрӗхмӗш ҫулта, пӗр тӗне ӗненмен ҫынсем мӑшӑрланнӑ пирки Прусси правительстви Кельн архиепископӗпе тавлашнине пӗтӗм Германи астунӑ-ха). Вӑл ӗҫ халӑхӗ хушшинче тӗрлӗрен уйрӑмлӑхсем пулмалла мар, тет, эсир вара законсене пӑсатӑр, вӗсенчен хӑвӑра усӑ тума хӑтланатӑр. Ҫавӑнпа ӑна ӑсатса яраҫҫӗ те. Кунта лимон йывӑҫӗ, вӑрман граначӗ тата ытти вуншар тӗслӗ йывӑҫ — ҫаксем пурте Вӑтаҫӗр Африкӑри ҫак тӳремсӑртлӑ хӑй тӗлӗнмелле пулӑхлӑхӗ ҫинчен калаҫса. — Ну, спасибо, — терӗ тепӗр хут Базаров. Пурнӑҫри тасамарлӑхсем вӗсен ури айӗнче кӑна; тӗрлӗрен суя элексем те, акӑшӑн шурӑ ҫунаттисем ҫинчен таса мар шыв тумламӗсем юхса аннӑ пек, вӗсен шурӑ тумӗсем ҫинче йӗр хӑвармасӑрах юхса анаҫҫӗ… Ҫав сехре хӑпса пӗтнисем ҫинченех ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен, анчах хуллентерех калаҫса ларчӗ вӑл. Вӑл халь ӗнтӗ пурпӗр ҫак таврашрах ҫаврӑнса ҫӳрет. — Казак ӑҫта вилнӗ, ҫавӑнта вил тӑпри купаланнӑ. Тӑвӑр пусма ҫинче салтаксен ури сассисем илтӗнчӗҫ, вӗсен пӑшалӗсен кӳпчекӗсем стена ҫумне перӗнсе кӗмсӗртетрӗҫ. Унтан тахӑшӗ кӑмӑллӑ сасӑпа:— Пусмисем чӑнкӑ, сирӗн преосвященство, — терӗ. Кӑмрӑкҫӑсем Огняновӑн шурӑхнӑ сӑнарне пӑхса хӗрхенсе илчӗҫ, вӑл вара хӑй мӗн чӑтса ирттернине кӗскен те пулин кала-кала кӑтартрӗ. Анчах пӗррехинче, калаҫса ларнӑ хушӑра, ун ҫинчен пӗлсен, вӑл шалт тӗлӗнсе кайрӗ: Марта тӑхӑрҫӗр вунҫиччӗмӗш ҫултанпа парти членӗ иккен, вӑл вӑтӑр пӗр ҫулта тата латышсен компартинче хастарлӑ ӗҫлекенсенчен пӗри пулнӑ-мӗн. Куракансем Ривэра ҫинчен мансах кайнӑ. Мельбурнра пилӗк ҫул пурӑнса ача хӑйӗн тӑванӗсенчен никама та курман. Манӑн санпала, тӗрӗссипе каласан, калаҫса пӑхмалла. Купӑс деки нӑйлатса-юрласа шартлатрӗ те сӗлӗ пӗрчи пекех ванса саланчӗ, ҫав вӑхӑтрах еврейӗ те тискеррӗн кӑшкӑрса ячӗ, вара вӗсем, иккӗш пӗре килсе, тӗлӗнмелле сасӑ ахрӑмӗ пулса тӑчӗҫ. — Эх, тӑванӑм! Эпӗ те баржа хӗррине чупса пытӑм та, — Петруха пуҫне ывӑта-ывӑта, ун ҫине хӑйӗн япалисене хурса, шыв юххи майлӑ чалӑшшӑн, хӑйӑрлӑ ҫыран патнелле, ҫил вӗрнипе авӑнса шыва сарӑ ҫулҫӑсем тӑкса тӑракан тӗмӗсем патнелле ишсе кайнине куртӑм. Лапутянсенчен нумайӑшӗ, уйрӑммӑнах астрономи енӗпе ӗҫлекенсем, астрологине ӗненеҫҫӗ, анчах хӑйсем ҫапах та ҫакна уҫҫӑн йышӑнма вӑтанаҫҫӗ. Эпӗ вӑл мӗнле сӑлтавпа кӗтмен ҫӗртен тухса кайма шутланине чухласа илетӗп пулас. — Чуптурӑм ҫав. — Мӗн пулнӑ, граждансем? — Ну, кайрӑмӑр, кайрӑмӑр! — терӗ вӑл, пӑшалне хулпуҫҫи ҫине хурса тата хӑй ҫине хӗр пӑхса тӑнине сиссе. Ҫав тапхӑрта ман таврари пурӑнӑҫра маншӑн интересли, хакли нумайччӗ, ҫавӑнпа та Александр Васильев ман асӑмра часах тӗксӗмленсе карӗ. — Ӑҫта кайнине пӗлместӗп. Анчах шуралса кайнӑ шӑмӑсем купи-купипе сапаланса выртмаҫҫӗ, ҫул ҫинче нумай ҫӳренӗ выльӑхсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вилсе пырсан ҫеҫ ҫапла пулать. — Эпӗ пӗлетӗп, — тенӗ Кольхаун, — сире ҫакӑн пек чарни вӑл пит те килӗшӳсӗр, мана, сирӗншӗн пачах ют ҫынна, вӑл ӑраснах та килӗшмест. Тунма ҫук ӗнтӗ, историллӗ тӗпчев меслечӗ судьяна ҫителӗклӗ шанчӑк кӳрсе параймасть. Халӑх сахал-ха; вӑл оркестр вырнаҫнӑ беседка умӗнче тӑрса «Роберт-Дьявол» оперӑра» илнӗ попурри итлерӗ, кофе ӗҫсе тӑрансан, ҫын ҫук аллейӑна кӗрсе сак ҫине ларчӗ те, шухӑша кайрӗ. Трактирти ҫынсем пурте хытса кайнӑ пек, хӑйсемшӗн хаклӑ та ҫывӑх пулнӑ, тахҫанах маннӑ япалана тӑнласа итленӗ пек лараҫҫӗ. Пугачев шухӑша кайрӗ. — Эсӗ мӗн те пулин куртӑн-им, Джек? — ыйтрӗ Дик Сэнд, рей ҫинче пӗтӗм пӗвӗпе тӳрленсе тӑрса. Фургон ҫул ҫине тапранчӗ, Готемран тӑсӑлса килекен сӑртсем хыҫне ҫавӑрӑнса кӗчӗ, вара пур енчен те илемлӗ ҫурт, пӗлӗтре ҫиҫсе илнӗ ҫиҫӗм пек, часах куҫсенчен ҫухалчӗ. Унтан чараканни хӑй ура ҫине тӑрса, аллине картуз сӑмси патне тытрӗ; вӑл хӑйне йӗркеллӗн тытрӗ, йӗркеллӗн калаҫрӗ. Санина вӑл вӗсен полкӗн пӗр офицерӗ ыран ирхине ун хваттерне пырасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Нагульнов райкома пырса кӗнӗ чухнех хӑйӗн ӗҫӗ начаррине, ӑна каҫарас ҫуккине ӑнланса илчӗ. Ку кӑна та сахал-ха. Пӗр вунӑ минутӑран Зеб кӗсре ҫинчен аннӑ та ҫӗр ҫинчен пӗр япала илнӗ. — Илсе кай, илсе кай. Икӗ пӳлӗмне те тӑвӑрлатса сӗтелсем лартса тултарнӑ, кашни сӗтел хушшинчех икона ҫыракан кукӑрӑлса ларать, хӑшин хушшинче икшерӗн те лараҫҫӗ. Санин та ун хыҫӗнчен чупса тухрӗ. — Вӑл йӑл кулса илчӗ те, куҫне ҫутӑран хуплас тесе, хризантема чечекӗ ӳсекен пысӑк вазӑна сӗтелӗн тепӗр енне куҫарса лартрӗ. Кил-ха кунта, ӑна туртса кӑларма пулӑш. Ҫынсем йӑл кулсах вилме пултарасса нихҫан та шухӑшламан, — терӗ вӑл. Пирӗн пурнӑҫра ачашланмасан та юрать, — именсе мӑкӑртатрӗ Половцев, анчах Лятьевскине ҫапах та ыталаса илчӗ, унӑн тайлӑк та шурӑхнӑ ҫамкинчен тӑванла чуп турӗ. — Эпир малаллах каятпӑр, анчах пӗрре те анаталла анмастпӑр, — тет профессор. Ҫак асап куракан пӗчӗк ачасен куҫӗ умӗнче эпӗ пӗр ҫӑвар та пулин хыпма пултарӑп-и? Да-а! Унӑн пӗчӗк алли трибунӑна шаккаса илнӗ хыҫҫӑн, бронзӑран тунӑ Ленинӑнни пек, малалла тӑсӑлнӑ чух мӗн пулса иртет-ши ҫав пӗчӗк чӗрере? Эпӗ Риварес патӗнче асапланса ҫӗр каҫрӑм. Ай тур-тур, эпир хӳшӗ ҫумӗнчи сарай алӑкне питӗрме мансах кайнӑ-мӗн! Унтан ман еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ те, чӑн калатӑп, хай пек кӑмӑллӑ ҫынна пӗр хисеплемесӗр костыльпе асӑнтарнӑшӑн кӳреннӗ пек пӑхрӗ. Ӗннӗ сухан шӑрши кӗрекен ларек патӗнче тӑнине ҫеҫ астӑватӑп, аллӑма куртка тытса пули-пулми сассӑмпа:— Ак ку кама кирлӗ… — тенине астӑватӑп. Хӗр ҫемҫен кулса илчӗ, ним каламасӑрах хӑйне валли те черкке тултарчӗ, унтан ӑна ҫинҫе пилӗкӗнчен тытса, шухӑша кайнӑ пек пулса, Алексейпа шаккаса илчӗ. Ҫав кӗтмен пулӑшу ӑҫтан пынине чӑннипе никам та пӗлмен, — пӗлӗтрен ӳкнӗ пекех туйӑннӑ… Каблешков темле вӑрттӑн ҫар ҫинчен, шӑпах палӑртнӑ сехетре ҫав ҫар килсе кӗрӗ тесе темиҫе ӑстрӑм та каланӑ, унӑн шантарса каланӑ сӑмахне ӗненменнисем те ӗнене пуҫланӑ. Ҫавӑнтах унӑн хулпуҫҫийӗ патӗнчен пуля шӑхӑрса иртнӗ. Часах судна хӑвӑртлӑхне ӳстернӗ те куҫран ҫухалнӑ. Зеб Стумп унтан инҫех кайман пулӗ, ҫавӑнпа та ку ун хӑлхине пырса кӗнех ӗнтӗ. Иш… пӗри чухласа илнӗ ав! Урасем курӑнмаҫҫӗ, ҫӳреме тата вӗҫме вӑл, паллах, вӗренет ӗнтӗ. Ӑна арестленӗ иккен. — Пирӗн пата, анне! — терӗ Жоржетта та. Итле. — Юрать, Джек мистер! — самантрах килӗшет негр. — Эпӗ сирӗн пата Воропаев юлташа илсе килтӗм, — терӗ савӑнӑҫлӑ саспа Мария Богдановна. Эпӗ ҫав тери чипер! вӑл мана тем тусан та урӑххипе улӑштарас ҫук; ахаль аташать вӑл, юри хӑтланать. Анчах Андрейӗ, йывӑр ҫулпа вӗри мунча хыҫҫӑн часах ҫывӑрса кайрӗ, йывӑррӑн харлаттарма тытӑнчӗ. — Вилӗм ҫинчен кашниех пӗлмелле, — ҫирӗппӗн каларӗ вӑл. Мӗн-ма вара ку таранччен те карап ҫырана ҫитеймест-ха? — Ҫакӑнта ларас пулать-ши? — терӗ Назарка. Унта асӑнмалӑх хӑварнӑ темиҫе япала выртать, вӑл ҫав япаласенчен уйрӑлма пултарайман. Вӑл ларчӗ. Кунта вара ӑна, кӑвик-кӑвакарчӑна, ярса та тытӗҫ — хайхи чӑн-чӑннисем, чӑн тивӗҫлисем, пурнӑҫра чӑн-чӑн штатлӑ хуҫа пулма пултараканнисем… пурнӑҫа, патакпа мар, перопа мар, пӳрнепе тӗллесе ӑспа тытакансем: — Мӗнле, ӗшентӗр-им, господа? — тейӗҫ. — Вӑл пӗр сехет хушши курӑнмасан, кам та пулин сире пырса улӑштарӗ. Вӑл пысӑках мар кӳлӗ курчӗ. — Чинара патӗнчи шӑтӑк патӗнче-и? — Ун пеккисене юратмастӑп эпӗ. — Мана пӗр-пӗр шухӑрах лаша илсе тухса пар-ха, — ыйтрӗ вӑл витери дежурнӑйран. Ольбинет шӑп кӑна ҫав вӑхӑтра палуба ҫинчен бак айӗнчи кухньӑналла иртсе пычӗ. Вахтӑри матрос асӑрханӑ кит мӗнле кит пулнине халлӗхе уйӑрма май килмерӗ-ха, анчах Халл капитанпа «Пилигрим» экипажӗ ӑна ҫине тӑрсах сӑнарӗ. Лӑпланма пӗлмен старший лейтенант Петрова столовӑйӗнче виҫҫӗмӗш йышши апата илсе пырасса та кӗттерсе тӑратмарӗ. Ҫавӑнпа вӑл, хӑй взвочӗн начальникне калама ҫук вӑйлӑн тӗлӗнтерсе те тарӑхтарса, чи-чи ансат япаласенех ни ӑнланаймасть, ни пӑхмасӑр калама вӗренсе хураймасть. Марья Николаевна хӑй йӑлипе ун ҫине кӑшт хӑяккӑнрах та куҫ айӗнчен пӑхса илчӗ. Вара вӗсем ыран лешӗн пӗтӗм шайккине ультиматум ҫырса яма йышӑнчӗҫ. Сывлӑшне аран ҫавӑрса вӑл аслашшӗне хӑрушӑ тискер кайӑк йӗрри ҫинчен, шӑтӑкри кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем ҫинчен каласа панӑ. Вӗсемшӗн пулсан, хаҫат умӗнче ырӑ ят илтсен ҫитет, ӗҫӗн тӗп тупсӑмне курмаҫҫӗ вӗсем… — Ҫапла ҫав, — терӗ Володя. Кӑна вӑл ирӗксӗрех, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, темӗнле ҫинҫешке, чӑтма ҫук ҫинҫешке те пиклетекен сасӑпа каларӗ. — Инкекӗ ҫук, хаклӑ Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, — иртни чиперех иртнӗ пултӑр. Эсӗ хӗрсем хушшинче ӗҫлеме тытӑнатӑн, эпӗ арҫын ачасем хушшинче. Ҫук, тепӗр кунне. Вӑл Артамонова, палламан ҫын пек, сиввӗн алӑ пачӗ те пукан ҫине ларнӑ май сунчӑкӗпе урайне ҫапса илчӗ, вара хӑй саклат хучӗ тӑрӑх пур процентсене те ҫийӗнчех тӳлеме пултарайманни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. — Эсир ӑнланатӑр-и мана? Ҫӗнӗ юлташсем Хӗл сисӗнмесӗр иртрӗ, каллех юр ирӗлме пуҫларӗ, университетра экзаменсен расписанине ҫырса ҫапрӗҫ, вара тин эпӗ хам итленӗ вунсакӑр предметпа ответсем пама тивӗҫлине ӑнкарса илтӗм, анчах эпӗ ҫав предметсенчен пӗрне те тӑнламан, ҫырҫа пыман, пӗринпе те хатӗрленмен. Эсӗ вара сыватма та пӗлетӗн-и? Фома, ӑна итлесе, кулкаласа ларнӑ, унӑн ӳтне хӑй ҫумӗнчех туйса, ҫӳҫене-ҫӳҫене кайнӑ, ҫав вӑхӑтрах Фома хӑлхине Званцевӑн ҫурӑк та кичем сасси сӗкӗне-сӗкӗне кӗнӗ. Мухтавпа хисеплӗхе туянайман, анчах нимӗнле ҫухату та тӳссе ирттермен ҫемьесем те пур. — Манӑн синьора Болла мӗн каланине итлес килет. Унтан тӳрленсе тӑчӗ, куҫне ҫӗклемесӗр, ҫапла ыйтрӗ: — Анне! Кама кирлӗ вӗсем, шыв ҫӗленӗсем, чупса кайсах пӑхма! Курман-и эпӗ вӗсене. Эпӗ Савельичпа хирӗҫсе тӑма пултараймарӑм, мӗншӗн тесен, хамах ирӗк панипе, манӑн пӗтӗм укҫа тенкӗ унӑн аллинчеччӗ. — Унӑн пуҫ мими шыҫнӑ пулӗ, авӑ вӑл юхма тытӑннӑ! Ҫав йӗрӗнчӗк, мӗскӗнлӗ япала таврашӗ мӗнле вӗсен кӑмӑлне кайма пултарнӑ-ши, мӗн унта вӗсене ҫав тери хӗпӗртеттерсе култарнӑ-ши? Икӗ кун иртсессӗн, ҫав йӑлкӑшакан шлепкеллӗ джентльменех илсе пынӑ виҫҫӗмӗш корзинка хыҫҫӑн, Морисӑн хӑй шухӑшӗсене сирсе яма тивнӗ. Юнлӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ ҫӗре пӑхма та хӑрушӑ пулнӑ. Халь вӑл манран инҫе те марччӗ, пуҫне сӗнксе утать те мана курмасть. Вӑл хӑйӗн типӗ, вӗри аллипе ман алла тытса пӑхкаларӗ. Вӑл ӗнтӗ ҫак вагонра ҫӗр ҫул пурӑннӑ пекех тирпейлеме те ӗлкӗрнӗ: сӗтел ҫине таса ҫитти уртса, чӳречине чӳрече карри ҫакса янӑ. Канцеляри, ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ пулса, амӑшне тинӗс ҫар министрӗ патне ҫырса пӑхма канаш парать. Климов штурманӑн кунҫырӑвӗсене вуланӑччӗ ӗнтӗ, кивӗ латун пакура та тупнӑччӗ — кӑтартусен юлашки палли пек туйӑнатчӗ-ха вӑл мана тахҫан. — Шубин! — пӳлчӗ ӑна Елена, унтан хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ. — Спасибо, сэр, — терӗ Джойс, малтанхи пекех канлӗн те типтерлӗн. «Юн», — чухласа илчӗ Дегтярев, анчах хӑйӗн шухӑшне пӑрахмарӗ. Унӑн вӗшле йытӑ та пур, Валетка ятлӑскер, питӗ тӗлӗнмелле чӗрчун. — Вӑл пирӗн ҫыран хӗррине июнӗн иккӗмӗшӗнче аннӑ, — терӗ Робеспьер, Дантон каланине итлемесӗр. Шанса панӑ ӗҫе вӑл начар тунӑ тесе айӑпламастӑр-и эсир ӑна? — Ӑнлантарса пар! Темиҫе утӑм ярса пуссанах вӑл чарӑннӑ та шухӑшласа тӑнӑ… Хӑй тӑнӑ вырӑна каялла ҫавӑрӑннӑ, анчах кунта хут укҫасен тӗсӗ те юлман. Вӗсем ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, ҫав инструментсемпе ӗҫ хатӗрӗсем пулӑшнипе пӗр ҫын вунӑ ҫын тӑвакан ӗҫе тума пултарать. Гусев ӑна залран тухакан сарлакарах туннеле ертсе кӗчӗ. — Эсир мӗн каласшӑн апла? Куратӑр-и, Уэлдон миссис, ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен ҫил вӑйлӑрах вӗрме пуҫларӗ. Калчо кулкаласа ҫаврӑнчӗ Боримечка енне. — Константин Звонык, Ровный ялӗнчен. Кунтан пӗр тӑватӑ ҫухрӑм пулать. Перме ҫитсессӗн, пароход ҫинчен анса юлатӑп, сыв пул, ероха-воха! Ватӑ Грап — вырӑса тухнӑ нимӗҫ, час-часах ӳсӗр ҫӳрекен акӑш-макаш йӑпӑлти ҫын; вӑл пирӗн пата ытларах мӗн те пулин ыйтма ҫӳрет, атте ӑна хӑйӗн кабинетне кӗртет, анчах апата ӑна нихҫан та пирӗнпе пӗрле лартмаҫҫӗ. — Ҫирӗн хронометр ӗҫлет-и? Пӑрахут тавра темӗн чухлӗ кимӗ йӑшӑлтатать, анчах ачасем ҫав кимӗсем ҫинче ларакан ҫынсем мӗн тунине инҫетрен кураймарӗҫ. Вара ҫур сехет хушши вилекенсем кӑшкӑрнипе халӑх хаяррӑн ҫухӑрашни илтӗнсе тӑчӗ: ку ҫухӑрашура хӗрхеннине е йӗрӗннине шырани усӑсӑр! Картишӗнче хайхи мужик урапин кустӑрмисем ҫатӑлтатни илтӗнчӗ. — Санӑн аҫу хӑйӗн ӗҫне пуян армянина пуснинчен пуҫланӑ, теҫҫӗ, — терӗ Лосев кулкаласа, вара ҫӑра ҫухаллӑ пир-авӑр хуҫи, така пек кулса ярса, ответ пачӗ: — Суя! Ашхе — хӑрушӑ вӑй, хӑватлӑ ӑслӑх-тӑнлӑх. Алексей кӑвакарса кайрӗ. — Эсӗ курнӑ-и вӑл ҫырӑва? — ыйтрӗ те вӑл кӑвакарса кайрӗ. Енчен вӑл тытамакпа вилеймесен, туберкулёзпа чирлесе вилет. Марко бай пырсан ӗнтӗ Климент Белчева Раҫҫей мӗнле асли ҫинчен те Бонапарт ҫинчен калаттарасшӑн пулать… Ҫыр хӗрринчи урамра халӗ никам пурӑнман ҫуртсен ишӗлчӗкӗсем ҫеҫ юхӑнса выртаҫҫӗ. Тит шӑршласа пӗлнӗ пулмалла та, вӑкӑрӗсене сутма хӑваласа кайнӑ пулас. Ахаллӗн, тӑванӑм, кунта ҫынсем усал… Ӑҫта сирӗн кунта ҫыхса яраҫҫӗ? Степка-лавҫӑ, вунсаккӑрти хохол ачи, пиҫиххисӗр вӑрӑм кӗпепе утнӑ чух ялав пек вӗлкӗшекен сарлака шӑлавар тӑхӑнса янӑскер, — Егорушка ку ачана халь ҫеҫ асӑрхарӗ-ха, — хӑвӑрт салтӑнчӗ те, чӑнкӑ ҫырантан чупса анса шыва чӑмрӗ. Боримечка пирки ҫакӑн пек шухӑшласа тӑчӗ те Огнянов, унтан вара, ку ҫын ӑслӑ та, хӑй патне илештерме те пултараканскер, терӗ, унӑн хӑй малтанласа шухӑшлани те ҫапла май улшӑнчӗ. Чи малти лав чӗриклетсе хускалчӗ, ун хыҫҫӑн тепри, виҫҫӗмӗшӗ… Ӑна хирӗҫ ларакан марсиан, сарлака шуранка сӑнлӑскер, ҫӗкленчӗ те — Тускуб ҫине тилӗрчӗк, шурӑ куҫӗсемпе урмӑшшӑн пӑхса кӑшкӑрса ячӗ: — Вӗсем мар, эсӗ! Урӑх ун ҫинчен калаҫар мар, Алексей Вениаминович, тен, манӑн упӑшкам та сывах пулӗ… Аяксенчи виҫӗ ӗрет саксене, сылтӑм енӗпе те сулахай енӗпе те, тата учитель умӗнче ларакан ултӑ ӗретне ҫав хулари чаплӑ ҫынсемпе вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗсем йышӑннӑ. Вӑл алӑк хӑлӑпӗнчен тытса, хӑратнӑ тискер кайӑк пекех пӗрре пиччӗшӗ, тепре Джули ҫине пӑхса тӑчӗ. Дик Сэнд авӑрланӑ пӑшалпа, Геркулес пуртӑпа малалла утрӗҫ. Вунӑ утӑм та каяймарӗҫ, Дингӑпа тӗл пулчӗҫ. Вӗсене хулхушшисене хӗстерсе, вӗҫӗсене урайне тӑрӑнтарса, вӑл койка ҫинчен хуллен шуса анса урисем ҫине тӑчӗ. Ҫав мӗлке ытларах та ытларах сарӑлса пырать. — Хулана ҫав. Мӗн вара? Халӗ вӗсем ҫук… Изаксем — чӑпар тӗклӗ горлицӑсем, сарӑ кардиналсем туратран турат ҫине вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ те чисти чунлӑ ҫеҫкесем пекех туйӑнаҫҫӗ; ҫӳревҫӗ-кӑвакарчӑнсем ҫӗр ҫийӗнченех вӗҫсе иртеҫҫӗ; чивголос-ҫерҫисем, хильгероссемпе иманхитассем уҫӑ сассисемпе сывлӑша янтӑратса тӑраҫҫӗ. Пӗр сӑвва эпӗ ҫапла ҫырма пуҫланӑччӗ; пӗрремӗш сӑвви, туррипе кала, лайӑх вӗт; анчах иккӗмӗшне ниепле те тупаймарӑм. Ӑна кӗпе вӗҫҫӗн кӑна юлнӑ пекех сивӗ пулнӑ. Халь вара, госпитале лексен, Алексей сасартӑк Оля хӑй патнелле туртӑнма пуҫланине сисрӗ, — вӑл вӑтанса тӑмасӑрах ҫырусенче хӑй тунсӑхлани ҫинчен каланӑ, ҫавӑн чухне Аркаш пичче вӗсене илме вӑхӑтра пыманшӑн куляннӑ, Алексее хуть те мӗн пулсан та хӑйне хисеплекен ҫын пурри ҫинчен астума, ют ҫӗрсенче ҫӳренӗ чух та унан хӑйӗн кӗтесӗ пурри ҫинчен, вӑрҫӑран унта вӑл тӑван ҫын пек пырса кӗме пултарни ҫинчен пӗлсе тӑма ыйтнӑ. Кашни ҫакӑн пек ҫӗнӗ ҫыру Алексее ытларах та ытларах тӗлӗнтерсе пычӗ. Халех! Ку — ылтӑн тултарнӑ арчах. Ҫӗр айӗнчи хӑтлӑ шӑтӑкра лара парать вӑл, унпа юнашар пушӑ тар ещӗкӗ, сӑран йӗнӗсем ӑшӗнче икӗ пӑшал, ик-виҫ мӑшӑр кивӗ мокасин1, чӗн пиҫиххи тата шыв ӑшӗнче йӗпенсе пӗтнӗ тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр. — Ку питӗ лӑплантаракан хыпар. Телефонпа калаҫса татӑлтӑмӑр та вӗҫсе каяс умӗн вунӑ минут маларах ҫитсе тӑтӑм. Мучийӗ хӑй те машинин ҫитменлӗхӗсем пуррине пӗлет, хӑшпӗр чухне вара, вӑрттӑн кулянса, шӳт тукаласа та илет. — Нимӗн тума та ҫук! Вӑрмансенче пуртӑ сасси. Пирӗн якорь шывалла ӳксе кӗрлесе кайрӗ, вара вӑрман ҫинчен вӗҫен-кайӑксен пӗлӗчӗ кӑшкӑрса, ҫаврӑнса хӑпарчӗ. Анчах тепӗр минутранах вӗсем йывӑҫ тураттисен хушшисене пытанчӗҫ те, тавралӑх лӑпланчӗ. Шыв ӗҫсе тӑрантӑн, калаҫрӑн, чыса пӗлме те вӑхӑт. Пур ӗҫ те кичем, тивӗҫсӗр пек туйӑнатчӗ маншӑн, пӗтӗм ӳт-пӗвӗм вӑрмана, ӑшӑ, ҫутӑ, Олеҫҫӑн хӑнӑхнӑ савӑк сӑнӗ патне ӑнтӑлса туртӑнатчӗ. Каллех таҫта ҫынсем калаҫаҫҫӗ. — Пульс халӗ ҫӗр ҫирӗм иккӗ тапать. — Австрали ҫыранне-и? — тесе пӳлчӗ Айртон калавне майор. «Э-хе! эс сӑмахпа каланине итлеместӗн эппин!..» — Аялта пӑрахса хӑвартӑмӑр ӑна, Калчо бай, — мӗкӗрсе илчӗ Боримечка. Император ҫамрӑках мар — ҫирӗм сакӑр ҫул та тӑхӑр уйӑхра; вӑл патшара ҫичӗ ҫул хушши чипер те телейлӗ ларать ӗнтӗ. Вара вӑл хӑйӗн янӑравлӑ сассипе хӑюллӑн кӑшкӑрчӗ: «сывлӑх сунатӑп, атьсемӗр!» Эсӗ пур — ҫырана пырса сӗкӗннӗ вӑкӑр пек хӑтланатӑн!.. Килте ӑна Саша кӗтсе ларатчӗ. Ушкӑн вӗркет, халӑх хушшипе ялав патнелле унӑн пӗлтерӗшне ӑнланнӑ ҫынсем хирӗнсе кӗчӗҫ. — Ҫавӑнтах вӑл тӑхлачине мухтаса илнӗ пек те пулчӗ. Эпӗ вӗсене ҫырса патӑм. Тупнӑ ӑслӑ япала — ҫапӑҫасси! А кунта эсӗ ҫынсене вӗрентнӗ пулӑттӑн… Хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче вӑл е ним чӗнмесӗр те пӗр хусканмасӑр выртатчӗ, е темӗн мӑкӑртататчӗ, темӗн итлетчӗ. Лешӗ, кукӑль татӑкне часрах чӑмласа яма хӑтланса, васкаса пакӑлтата пуҫларӗ: — Мана, пане начальство, тӗрӗс мар лартрӗҫ. Пурне те ман ятран ак ҫакна пӗлтер: пӗр вӑхӑтрах икӗ вӑрҫа, пысӑккине те, пӗчӗккине те хутшӑнмалли самант ҫитрӗ. Джонни хӑйне хӑй суйман. Туссем пӗр-пӗрин аллисене тытса хыттӑн чӑмӑртарӗҫ те уйрӑлса кайрӗҫ. — Ун пек танлаштарса мухтани мана пӗртте савӑнтармасть, — терӗ Джемма кулкаласа. Капитанпа калаҫнӑ хушӑра ҫакна чухласа илме ӑс ҫитеймерӗ-мӗн Калугинӑн. Калугина халӗ те-ха чапа е мухтава тухас кӑмӑл хавхалантарать — хӑйне кӑтартас кӑмӑлпа награда илес ӗмӗт, паллӑ ҫын пулас ӗмӗт хавхалантарать ӑна. Хӑрушлӑх пур ҫӗре вилӗмрен хӑрамасӑр кӗрсе кайнинче вӑл халӗ те-ха илем курать; капитан ӗнтӗ ӑна-кӑна пурӑнса ирттернӗ — малтан вӑл та чапа е мухтава тухасшӑн ҫуннӑ, харсӑрланнӑ, вилӗмрен хӑрама пӗлмесӗр ҫапӑҫнӑ, награда илме, паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленнӗ, ку ӗмӗтсене пурнӑҫа та кӗртнӗ вӑл, анчах халӗ ӗнтӗ ҫак хавхалантаракан япаласем, уншӑн пулсан, хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та халь вӑл ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ: хӑй тума тивӗҫ ӗҫсене вӑл пӗр пӑркаланмасӑр вӑхӑтра туса пынӑ, анчах, 6 уйӑх хушши бастионрах пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне кашни самантрах ӑнсӑртран вилӗм кӗтсе тӑнине лайӑх ӑнланаканскер, вӑл ҫав ӑнсӑртран килсе тухакан хӑрушӑ самантсенче хӑйне хӑй упранӑ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех, вилӗмрен хӑрамасӑр-тумасӑр, ҫапӑҫӑва кӗрсе кайман. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, Калугиншӑн пулсан, пӗр эрне маларах кӑна батарейӑна пырса кӗнӗ ҫамрӑк лейтенант капитанран вунӑ хут харсӑртарах пек туйӑннӑ, ҫамрӑк лейтенант халӗ ӑна хӑйсен батарейине кӑтартса ҫӳрет, халь вӗсем иккӗшӗ те, пӗр-пӗрин умӗнче куҫран ӳкес мар тесе, усӑсӑрах амбразурӑсенчен пуҫӗсене кӑлара-кӑлара пӑхаҫҫӗ, банкетсем ҫине туха-туха тӑраҫҫӗ. — Кунта никам та ҫук, — терӗ Халл капитан. Ҫав хӑрушӑ вырӑна ҫитсе, вӑл хӑй пӗчӗк пулнипе малалла хӗсӗнсе кӗрсе кайрӗ те каллех ҫав тискер япалана курчӗ. Корчагин вӗсем калаҫнине итлесе ларать. Ҫав хушӑрах, ак, эсир енчен те чӑн-чӑннипех перкелешсессӗнччӗ, кунта вара мӗскерле-тӗр паттӑрли, вӑйли пурахчӗ. — Эсир пӗлетӗр-и унашкал хӑтланакансене хальхи пек чухне мӗнле айӑпланине? — Эппин, ҫӗр хыҫала юлчӗ? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Эпӗ сиксе тӑтӑм, виҫӗ хут ура кӗли ҫинче ҫаврӑнтӑм, кашни ҫаврӑнмассерен сӑхсӑхрӑм, унтан, усал сывлӑша сирес тесе, ҫип илтӗм те хамӑн ҫӳҫ пайӑркине ҫыхрӑм, анчах пурпӗр лӑпланаймарӑм. Швабринпа та сайра-хутра тата ирӗксӗррӗн ҫеҫ тӗл пулкаланӑ; мӗншӗн тесен, эпӗ унӑн вӑрттӑн курайманлӑхне туяттӑм. Ҫавӑнпа та ҫыру тӗлӗшпе те ӑнах шанми пултӑм. Птицынӑна тата эпӗ яланах пахча-ҫимӗҫ таврашӗпе, сухан шӑлӗпе танлаштараттӑм, мӗншӗн тесен унӑн ячӗпе ыттисенчен ытларах сӑвӑсем ҫыратчӗҫ. Тип ҫӗр варринче пысӑк тинӗс сарӑлса выртать, вӑл тинӗсе ҫынсем авалах лайӑх пӗлнӗ: унта купцасем, салтаксем, тинӗс вӑрӑ-хурахӗсем ишсе ҫӳренӗ. Вӑл хӑй патне ҫамрӑк йӑхсене туртнӑ-илӗртнӗ, вӗсенче авалхи тискер ҫӑткӑнлӑха тӗлкӗштерсе тӑнӑ. Ҫӗрле унпа пӗрле лараттӑм, унтан нефть, ҫунӑк тата сухан шӑрши кӗрет, — вӑл сухан юрататчӗ те чӗрӗ сухан шалӗсене, улма ҫинӗ пекех, кӑшласа ҫиетчӗ; сасартӑк вӑл ыйтатчӗ: — Ну-ка, Олеха, ероха-воха, стих кала-ха! Тата совет влаҫӗн ҫулӗ ҫине урлӑ выртмастӑп тесе, акмалли тырра пытармастӑп тесе, ыран, 1930 ҫулти мартӑн 3-мӗшӗнче, ҫав тырра халӑх кӗлетне турттарса кайса паратӑп тесе, сӑмах паратӑп…» Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме ял Совет исполнителӗ пырса кӗчӗ, унпа пӗрле — виҫӗ колхозник кӗрсе тӑчӗҫ. — Сунар ӑнӑҫлӑ пултӑр! — сунчӗ ӑна Уэлдон миссис. Ҫук, тӑванӑм, ыранах оргинстр патне каятӑн. Стефчовпа Нечо советник пӗр-пӗрин ҫине пӑхкаласа илчӗҫ те тӑрӑхласа кулкаларӗҫ. Вӑл уҫҫӑнах курса тӑрать: унӑн пурӑнӑҫӗ тӗпренех улшӑнас енне пырать, акӑ халь вӑл Артём — хӑйӗн тумхахлӑ та тертлӗ пурӑнӑҫне ӑшӑтма, ӑна ӑнланма юлашки утӑм тӑвать. Вӑл куҫӗсене ман ҫинелле йывӑррӑн ҫӗклерӗ, анчах ҫав тери ӳсӗр пулнипе, нимӗн чухлӗ тӗлӗннине те кӑтартмарӗ. Калаҫу пулса иртнипе-ши, тата хайхи хыпар килнипе те пулӗ, вӑл сасартӑк шыв тӑрӑх тӑвалла тата лерелле, форт патнелле, каймашкӑн та вӑй ҫителӗклине сиснӗ. Унӑн сайра хутра хӑйне аса илтерме тивнӗ:«Атте. Эпӗ унран ҫуралнӑ». Нагульнов хӑрах енчен ҫак комсомолецӑн, Давыдов ӗнер хӑйне кура мар ачашшӑн Ванюшка тесе чӗннӗ йӗкӗтӗн, нимӗнпе те палӑрман, темле, хуратутлӑ пичӗ-куҫӗ ҫине тимлӗн тинкерсе пӑхса пырать. Акӑ мӗнле пӗтрӗ иккен, акӑ мӗн патне ӑнтӑлнӑ иккен ҫав ҫамрӑк та хӗрӳллӗ, хӳхӗм чун! — Так ахалех, кулӑшла. Кӑларса яр, тыррине халех турттарса килетпӗр… Анчах мӗнле кӗрешмелле-ха ҫак хӑрушлӑхпа? Вӑл тарӑн шухӑша кайса тӑчӗ. Алӑк патне ҫитсен, ача ҫӳллӗ шӗлепкепе крага тӑхӑннӑ илемлӗ ҫирӗп хура арҫынна курчӗ. Манӑн менельник пулнине вӑл пӗлместчӗ; ҫавӑн ҫинчен никам та пӗлмест пулӗ тесе шутлаттӑм эпӗ. Вӑл: ийя, эпӗ акӑш-макӑш илемлӗ; ҫапла ҫав, мана пурте юратаҫҫӗ, е ҫакӑн евӗрлӗ урӑх сӑмахсем каланӑ чухне эпӗ час-часах тӗлӗнеттӗм тата ку сӑмахсемпе мӗн каласшӑн-ши вӑл, тесе хамран хам ыйтаттӑм. — Ҫ-ҫывӑрса тӑрсан? — Тӗрӗс мар-и ку? Ҫӗрле вӑранатӑп та хайхи, картиш тӑрӑх такам тустарса ҫӳрет пек, каллӗ-маллӗ уткалать пек. — Том, эсӗ ан чар ӑна! Джемма пӳлӗме ним чӗнмесӗр кӗрсе кайрӗ: Пӑван сасартӑк ҫавӑн пек ҫилленни ӑна тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Пире ялта мӗн кӗтнӗ Апрелӗн 18-мӗшӗнче эпир ҫул ҫӳремелли кӳмерен Петровскинчи ҫурт крыльци умне тухрӑмӑр. Мӗне кирлӗ вӑл сире? — Эсир каймастӑр унта… — терӗ вӑл. Анчах Джемма пуҫне ҫеҫ пӑркаларӗ. Хӑвӑрт перекен зениткӑсен снарячӗсем ҫӳлелле юн пек сирпӗнчӗҫ. Ҫапла Мэри Грантӑн пуҫӗ ҫине йывӑр хуйхӑ ӳкрӗ. Анчах вунтӑватӑ ҫула ҫитнӗ хӗрача унтан хӑраса ӳкмерӗ, вара, арҫын пек харсӑрланса, тӑван шӑлнӗне ҫитӗнтерессине хӑй ҫине илчӗ. — Ӗненнӗ пулӑр мана, вӑл хӑрушӑ ҫын, — шухӑша кайса каларӗ Нина Капитоновна. — Кам ҫунтарчӗ? — Сӗтел хушшине вырнаҫӑр, господа! Автор каласа пани унӑн хуҫине ҫилентерсе тарӑхтарать. Пӗр епископ тата ак мӗнле каланӑ: — Эрнере ҫичӗ кун; пуҫра ҫыннӑн ҫичӗ шӑтӑк: икӗ куҫ, икӗ хӑлха, икӗ сӑмса шӑтӑкӗ, пӗр ҫӑвар; тӳпере ҫичӗ планета: Уйӑх, Меркурий, Венера, Хӗвел, Марс, Юпитер, Сатурн. Вӗсем Аслӑ Ӑслӑх-тӑнлӑха пӗлнӗ, анчах унпа усаллӑхшӑн усӑ курнӑ, мӗншӗн тесен усал пулнӑ. Вӗсем Аолсен ял-хулине кӗре-кӗре аркатаҫҫӗ, мӗн кирлине илеҫҫӗ, хирӗҫ тӑракансене вӗлереҫҫӗ. Халӑх пулнӑ пулсан, татахчӗ, анчах манӑн, ӑнланатӑн, никам та ҫук. Мур илесшӗ! Павелӑн алли пуҫ ҫинчи картузне хуллен хыврӗ те чӗрене хурлӑх, пысӑк хурлӑх ҫавӑрса илчӗ. Ҫыншӑн чи хакли вӑл — пурӑнӑҫ. Ҫак самантра алӑк шалтлатса урайнелле ӳкрӗ те пӳлӗме паттӑр та ҫӳллӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ. Ҫав вӑрттӑн шаккасси ҫинчен, юри шухӑшласа кӑларнӑ ыйтусемпе ответсем ҫинчен калаҫнине итленӗ май унӑн куласси те килчӗ, вӑл вара:«Ачасем-ха вӗсем… » — тесе шухӑшларӗ. Пӗрех хутчен ӳсесчӗ хуть часрах! Пӑхӑр-ха. Тупрӑн-и эсӗ ӑна? Анчах астӑвӑр, эпӗ сирӗн патӑрта пулни ҫинчен никама та ан калӑр. Тӗнчери пӗтӗм япаларан ҫирӗпрех вӑл, чи вӑйлӑ вутра та нимӗн пулмасть ӑна. Анчах компасӑн магнит полюсӗсем мӗн пирки улшӑнса куҫнӑ-ха? — Эпӗ! — терӗ палламан сасӑ. Эпӗ, эхер мӗн те пулин каланӑ пулсан, тӳрех йӗрсе янӑ пулӑттӑм. Эдем Ӳкӗнсе тӑмашкӑн вӑхӑт мар. Ирччен ҫывӑрнисен те, ҫывӑрманнисен те пурпӗрех канни-мӗнӗ пулмарӗ, ирпе вӗсем пурте ҫав териех ывӑнса ҫитрӗҫ. — Мӗн ӗҫӗ пур вӗсен кунта? — терӗ Ерофей Кузьмич, аҫам тӑхӑнса. Каярахпа манӑн вӗрентекенӗм ӑнлантарчӗ: ку — АШХЕ иккен, иккӗмӗш курӑм. Ырӑ кӑмӑлӑршӑн сире турӑ телей патӑр. Унӑн куҫӗсенче кӑшт анчах палӑракан куҫҫульсем тӑраҫҫӗ. Пичӗ ҫинче хуйхӑ палӑрать. Пирӗн халӑх халӗ лайӑхах тӑранса пурӑнаймасть-ха. Тулли уйӑх хӑпарчӗ. Вӑл горизонтран, тӗтре витӗр хӗрлӗн ҫуталса хӑпарчӗ, минутран минута ҫуталса пычӗ. Эпир часах кӑнтӑрлахи пекех ҫутӑ пулассине, пире хамӑр каялла таврӑннӑ ҫул ҫинче асӑрхама йывӑр пулманнине ӑнланса илтӗмӗр. Хӑйсем пирки пӗтӗм хула ҫавӑн пек пӑшӑрханни вӗсене кӑмӑла кайрӗ. Вӗсем пулӑ тытрӗҫ, ӑна пӗҫерсе каҫхине ашатланчӗҫ, унтан вара хулара вӗсем ҫинчен мӗн калаҫҫӗ-ши, мӗн шухӑшлаҫҫӗ-ши тесе сӑмахлама тапратрӗҫ. Хӑйсемшӗн пурте шутсӑр хуйхӑраҫҫӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ ачасем. Уншӑн корпусран пынӑ политработник вӗсен полкне Хӗрлӗ Ялав орденӗпе наградӑлама тӑратни ҫинчен ӑнсӑртран персе яни те, Иванчук пӗр харӑсах икӗ награда илни те, Яшин ухутана кайса тилӗ тытни, анчах тилли темшӗн хӳресӗр пулни те, Стёпа Ростовӑн флюс пирки Леночка ятлӑ сестрапа пулнӑ роман пӗтсе ларни те пӗр пекех интереслӗ пулнӑ. Ӑна тупӑпа персе ответ пачӗҫ. Унтан пӑшалсемпе пӗр йӗркесӗр пени пуҫланса кайрӗ. Паян эпӗ вӗсем патне каятӑп та ӑна йӑлтах каласа паратӑп». Икӗ сехет хушши мана кансӗрлемелле мар терӗм-ҫке-ха эпӗ, — терӗ вӑл, пуҫне радиоприемник ҫинчен илмесӗрех. — Ан тив, пулнӑ пултӑр, — терӗ вӑл нимӗне хуман пек. Вара хӑйӗн ҫакӑнтах, вӑрмантах, пӗр сас-чӗвӗ те ҫук ҫӗрте вилме тивнине ӑнланса илсен, Семён хӑранипе хӑй кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те сасартӑк хӑй аякки ҫумӗнчен чалӑшшӑн вӑйлӑ ҫутӑ пайӑрки ӳкнине курах кайрӗ. — Ку пӗтӗмпех инкек нумай тӳснинчен килет! Инкеке пула ҫӳҫ ҫапла шуралчӗ, пуҫ вӑхӑтсӑр кукшаланчӗ. Ӑҫта пырса перӗнмест, шуйттан, пур ҫӗрте те мӗн те пулин туса хурать. Юлашкинчен хӑйпе хӑй хускалнӑ ҫав нервӑллӑ турткалашу чарма ҫукла пулса кайрӗ те пӗтӗм ӳт-пӳ сиксе тӑрӑлтатмах пуҫларӗ. Ун патне Никита пычӗ те хӗрхенерех:— Ыратать-и? Ӳксе амантӑн-им? — шӑппӑн ыйтрӗ Петр. Ҫак сӑлтавсене вал уҫҫӑнах тавҫӑрса илеймен, ҫитменнине вӑл калаҫма та пӗлмен, ҫавӑнпа та сайра хутра ҫеҫ пӗрер сӑмах пӑчӑртаса кӑларса, хушса хунӑ. Вӗсене кунта тытса чарма Муана королева кӑшт кутӑнлашни те ҫителӗклӗ вӗт! Тыткӑнрисене океан хӗрринчи пӗр-пӗр вырӑнта укҫапа улӑштарни аванрах мар-ши? Ҫавӑн пек хӗрхенме пурте пултараймаҫҫӗ. Эпӗ пӗлетӗп, сирӗнтен хӑшпӗрисем усалланса ҫийӗнчех сырмалли тӑла валли китай сукнисемпе оксамитсене тӑпӑлтарма тытӑнаҫҫӗ. «Тупа ту». Эсӗ унӑн кӑмӑлне кайрӑн. Илтетӗн вӗт эсӗ, апла-тӑк калаҫмалла эсӗ. Пирӗн картишӗнче пурте вӑл кухаркӑсене, горничнӑйсене хӑвӑрт парӑнтарнинчен тӗлӗнетчӗҫ, унтан кӗвӗҫетчӗҫ, унӑн утта вӑйӗ пек вӑйӗнчен хӑратчӗҫ. Ну кайрӑмӑр… Ҫук, канма юрамасть. Ҫав усал инструмента алӑран ярсанах, ӗҫе ҫӗнӗрен тытӑнма хӑват ҫитес ҫук. Ҫапла каласан, вӗсем йӗрӗннӗ пек кулса: фермер сана пит аван вӗрентнӗ, терӗҫ. Вӑл коменданта шырама тухса чупрӗ. Тепӗр ирпе, ултӑ сехет ҫитнӗ ҫӗре, Талькав, Гленарван, Роберт лашисене йӗнерлесе те хунӑ. Кивӗ документа суйса ахаль ҫеҫ ҫырни пулмӗ тетӗр-и? Аякри ҫыран кӑвак тӗтрепе ачашшӑн пиеленнӗ, унта, сӑрт ҫамкисем ҫинче, чиркӳ хӗресӗсем пысӑк ҫӑлтӑрсем пек ялтӑранӑ. Савӑнӑҫ Савӑнӑҫ! Юн вӑл турӑ хӗвелне курмасть, юн вӑл ҫутӑран пытанать… Мана вӗсем питех те кӑмӑла каяҫҫӗ! — Анчах, тен, эсир Колумбире, Чилире е Патагонире пулса курнӑ пуль? — тӗпчерӗ Гаррис. Башкирсем халӗ хӑраса пӗтнӗ халӑх, киргизсене те лайӑх вӗрентнӗ-ха. — Ара, акӑ-ҫке вӑл, турӑҫӑм, акӑ выртать! — пӑшӑлтатса каларӗ Варя, Мересьев ҫинчи кӗрӗке туртса уҫса. Мана намӑс пулчӗ. Тул ҫутӑлнӑ чух амӑшӗ кӗрхи ҫумӑрпа епресе кайнӑ ҫул тӑрӑх почта кӳми ҫинче силленсе пычӗ. Ҫакна тума пур майсем те лайӑх. Унтан, Тихона малалла тӗртсе:— Атя, — терӗ. Унтан, манӑн анне ҫӗрлех хамӑр киле таврӑнни ҫинчен илтсен, доктор Ливси хӑйне аяк пӗрчинчен ҫапса илчӗ, сквайр «браво» тесе кӑшкӑрса ячӗ, хӑйӗн вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне камин решетки ҫине ҫапса ҫӗмӗрчӗ. Мӗнпе асӑнӗҫ сана?.. Мересьев каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: ҫак пӑтрашура хӑй ертсе пыраканни ҫухалман-ши? Кунта академи хуллисене чӑтайман, шкултан пӗр буква та вӗренсе тухайман бурсаксем пурӑннӑ; вӗсемпе пӗрлех кунта Горацийпе Цицерон камне тата Рим pecпублики мӗнне пӗлекенсем те пурӑннӑ. Ун ҫинчен пӗлместӗр-им-ха эсир? Космос ракети Юпитерӑн атмосфери айӗнче анса лармалли хытӑ ҫий тупас пулсан та; ҫак ытла пысӑк планетӑн вӑйлӑ туртӑмӗ ӑна каялла кӑларса яман пулӗччӗ. Эпӗ асӑрхарӑм — миҫемӗш хут ӗнтӗ? — пурӑнӑҫра пулман, фантазилле, хӑш чух япӑх шухӑшласа кӑларнӑ япаласем те ҫынсене пурӑнӑҫри чӑнлӑх ҫинчен каланинчен нумай ытларах кӑмӑла каяҫҫӗ. — Кам-ха кунта мансӑрах ӗҫлет? — ыйтрӗ вӑл. Хӑйӗн господинӗ уҫӑлса ҫӳреме тухсан, хӑмпӑпа ҫапакан тарҫин вӑхӑтран-вӑхӑта ӑна куҫӗнчен ҫапса илмелле, унсӑрӑн унӑн хуҫи кашни утӑмрах е шӑтӑка кӗрсе ӳкме, е ҫамкипе юпа ҫумне пырса ҫапӑнма, е хирӗҫ пулакан ҫынпа ҫапӑнма пултарнӑ. Тыткӑна лекнисенчен иккӗшӗ, чи малта утаканнисем, ҫӑл патне пычӗҫ. Аллисенче вӑл дикобраз йӗпписемпе илемлетсе сӑранран ҫӗленӗ пӗчӗк хутаҫ тытнӑ. — Учитель. Пӗрремӗш хут хирӗҫичченех-ха Лушка каҫа хирӗҫ ун патне хваттере икӗ хутчен пынӑ, — пӑртак ларнӑ та хытӑ янӑракан сасӑпа каланӑ: — Ӑсатса яр мана, Ҫемен! Вӑл малалла иртрӗ, Стефчов патне пычӗ те татӑклӑн ҫапла каларӗ: — Стефчов господин, халиччен эп сирӗнпе паллашман та, ҫавӑнпа эсир мана айӑпа ан хывӑр ӗнтӗ. Суранлӑ пая ҫийӗнчех касса татса пӑрахсан авантарах!! Хуларан ҫур мильӑра ҫыран хӗрнелле тухрӑм та кимме чӑнкӑ ҫыр ҫумӗпе лӑпкӑ шыв юххи май тытрӑм. Вӑл хавасланни Рыбин хускатса хӑварнӑ пӑшӑрханӑва сирсе пычӗ. Мӗне кӗтет? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Кофейнӑй тытакансем пит япшар чӗлхеллӗ; Ганко та, хӑй патне пыракансене кашнине тенӗ пек пӗр евӗр сӑмахпа култарма пӑхаканскер, Маркона та тем-тем каланӑ хыҫҫӑн, кофе тултарса лартнӑ хушӑра, Петканчово урамӗнче ҫӗрле тухтӑр мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен, унтан кайран мӗн пулса тухни ҫинчен хыпар ҫитерме те ӗлкӗрчӗ. — Ҫапла, ҫапла, сэр вӗсем иккӗш те килте, ах, вӗсем иккӗш те килте ҫук — ватӑ хуҫа та, ҫамрӑк мистер Генри те. Эсир мӗнле шутлатӑр, ун ҫинчен ӑна калама кирлӗ-ши? Петӗр малта хӑйӗн ырӑ кӗсрине юртӑпа чуптарса пынӑ, вӑл ӑна ӳрӗккӗн кӑшкӑркаланӑ. Морис хӗпӗртенипе кӑшкӑрса янӑ. Унта пытанса тӑраканнине тупасшӑн вӑл ӑна ҫилленсе кайсах темиҫе хутчен вуласа тухать. Вӑл артистсен, кӗрешӳ паттӑрӗсен, сутӑҫӑсен кӗписене тӑхӑнса пӑхнӑ, анчах унпа та телейлӗ пулайман. Ҫапӑҫу пӗтрӗ. Грот ман куҫран корман пӗр пайне пытарса тӑрать. Е эсир, путсӗрсем, хӗрарӑмсен алтарне кӗме юраманнине те пӗлместӗр-и?» — тесе кадилӑпа пуҫӗсенчен пыра-пыра шанлаттарать. Ҫынсене лайӑх пурӑнтарассишӗн пур майпа та тӑрӑшӑпӑр. Ильяна ашшӗ хӑраса кайнӑ пек туйӑнчӗ; ку Ильяна тӗлӗнтермерӗ, вӑл ашшӗне шиклӗ ҫын. Эпӗ ун пӳрни хушшинчен тухса ӳкесрен хӑраса, вӑл ман аяк пӗрчисене пит хытӑ хӗстерчӗ. Хам телее, эпӗ ун шухӑшӗсене тӳрех ӑнланса илтӗм те, хам пит тӑнлине пула, вӑл мана ҫӗртен утмӑл метр ҫӳлӗшӗнче тытса тӑнӑ чухне нимӗн те хирӗҫсе тӑмарӑм. Эпӗ килӗшрӗм; вӑл ҫамрӑк чухнехи пек ҫӑмӑллӑн чупса кайрӗ. Гремячий Лог хуторӗ патӗнчен пуҫласа инҫетри пӗве таранах, ҫур пӗлӗт тӑршшӗ, тӗрлӗрен тӗслӗ йӑрӑмланан асамат кӗперӗ авӑнса анчӗ. Шыҫса кӑвакарнӑ, хаяр та кӳренӳллӗ куҫне кӑшт ҫеҫ уҫса, Алексей ӑна хирӗҫ аран-аран сывларӗ, юн сурса хӑрӑлтатса илчӗ: — Вӗлер ӗнтӗ пӗреххут… Эпӗ сутӑнчӑк ҫын мар, ҫавӑнпа та сире малтанах асӑрхаттарса хуратӑп: кам та кам мана троцкист тет — ҫавӑнне питне-куҫне ҫапса ҫӗмӗретӗп! Шӑммине те хуҫса пӗтеретӗп! Чӑхсемпе супса сулахаялла пӑрӑнни те ман Троцкишӗн мар, эпӗ тӗнчери революци патне хӑвӑртрах ҫитме васканӑран пулнӑ! Ҫынсем малтан ӗненмен, мӗншӗн тесан ун пек ниепле те пулма пултараймасть, тенӗ вӗсем: «Эсӗр халӗ ларакан вырӑн ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшнелле кӗрсе каймалли вырӑнтан пилӗк миля анатарах-ҫке», — тенӗ. Мӗн кӑна пулса иртмест пулӗ халь урамсем вырӑнӗнче шутланакан тӗттӗм, кукӑр-макӑр сукмаксенче! Николай кипке татӑкӗпе темле пӑхӑр хулӑсене шӑлса тӑратчӗ; вӑл ӳсӗрсе илчӗ те, мана ҫурӑмран хулӑпа туртса ҫапрӗ. Вилмешкӗн шухӑш тытрӑн-и-ха? Ҫак Арканзасри тӑмсайсем Шекспира ӑнланмалӑх ӳсеймен-ха терӗ герцог, вӗсене йӑпӑх-япӑх комеди пекки кӑна кирлӗ, унран начартараххи те юрать терӗ. Касьян чӗтренсе илчӗ. — Пултараймастӑн! — Атте-асаттесем пурӑннӑскер… Лешӗ вара, ним калама аптӑранипе, ҫаплах-ха иккӗленерех тӑраканскер, Тимур патне пырса тӑчӗ. — Ну… апла пулсан, сывлӑх сунатӑп… Уйӑхӑн лӑпкӑ ҫутти чӳрече янаххине ҫутатать. — Хуҫа-карчӑкпа унта ӗҫлекен хӗрарӑмсӑр пуҫне никам та ҫук. Женя тӳрех ҫывӑрма выртрӗ. — Вӑл лашасем патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Петрушӑна Семеновски полка ҫырнӑ. Ҫак аван мар туйӑм иртсе кайиччен вӑл тухса каймарӗ, юлашкинчен, ыран мӗнле кӗвӗсем каламалли пирки халь калаҫса татӑлтӑмӑр ӗнтӗ текелесе суйрӗ те кайрӗ. — Ҫапла тӑвас пулать те пирӗн. Пустуй тавлашусемпе вӑхӑта сая ямасӑр часрах кимӗ тума пикенме сӗнетӗп. Ӑҫтан-ха вӗсен, хӗрарӑмсен, ҫав вӑй тухать?» Революци вӑхӑтӗнче, чансенчен укҫасемпе тупӑсем шӑратса тунӑ пекех, священниксем те граждансем пулса тӑраҫҫӗ. Анчах Валька, манӑн Валька хама тем пекех кирлӗ вӑхӑтра таҫта кайса ҫӳрени мана питӗ кӳрентерчӗ. Сӗм тӗттӗм каҫ… Сывлӑш сулхӑнланчӗ, нӳрленчӗ. Аллине ҫӑмӑллӑн ҫӗклесе вӑл хӗвел ҫине тӗллесе кӑтартрӗ те тӗлӗнмеллерех янӑракан палланӑ сасӑ кӑларчӗ: — Соацр. Ирхи апат тунӑ хыҫҫӑн король вараланса пӗтнӗ кивӗ карт туртса кӑларчӗ те, герцогпа иккӗш кашни партишӗн пилӗк цент хумалла покерла выляма ларчӗҫ. Манӑн табак ҫукчӗ, те, вӑл малалла кайрӗ. Вӑл, пӳрне вӗҫӗсемпе чӗпӗтсе, симӗс ҫӑм юбкин аркине кӑшт ҫӗклерӗ те, аллисене пилӗкӗ ҫине тытса, куҫне чарса пӑрахнӑ Давыдов умӗнче ҫаврӑна-ҫаврӑна кӑтартрӗ. Мӗн тума?» Уйӑх ҫути, ҫӑра йывӑҫсен хушшипе кӗрсе, эрешлетнӗ хапха тӑрӑх шуса иртрӗ. Ашшӗпе ывӑлӗн, ҫветтуй сывлӑшӗн ячӗпе… Ку ӗнтӗ Уланд романсӗн нумай пулмасть ӑна ҫемҫен ачашласа ҫывӑр-тарнӑ лӑпкӑ пӗрхӗмӗсем мар… — Пултаратӑр-и эсир, — терӗ вӑл хӑюсӑррӑн, — иксӗмӗр ҫинчен те ҫавӑн пекех лайӑх калама? Алексей чӗри каллех лӑпкӑн тапма пуҫларӗ. Вӗсем вара хӑйсем ҫине пӗр чунсӑр пӑхса вӗҫӗмсӗр табак туртса ларакан ҫынсене хирӗҫ хӑйсенчен хӑйсем хӑраса ларса шанӑҫӗсене ҫухатнӑ. Мӗне кӑмӑл туртать сан? — Мӗнле вӑрҫӑпӑр эпир ҫак атӑсемпе? Унтан вӑл пӳрнисемпе тӑм татӑкне хӑйпӑтса илсе темиҫе минутрах бизонӑн пуҫӗпе тӑлпӑвне тунӑ. Утравӑн анатри вӗҫне ҫитеспе тул ҫутӑла пуҫларӗ. Чудак! Хӑйӗн мӑйӗ сасартӑк йӑлӑ ашне лекнине туйсан, Черня кӗскен вӗрсе илчӗ, аяккалла туртӑнчӗ, сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнипе кайри урисем ҫине тӑчӗ. Хӗрачан ҫак лӑпкӑн янӑракан сассине илтме суккӑра кӑмӑллӑ пулчӗ; ҫапла пулин те вӑл малтанхи пекех сиввӗн тавӑрчӗ: — Ман патӑма килнине юратмастӑп эп… — Юрӗ, юрӗ! — тесе ответлерӗ Зеб, ҫавӑнта тӑракан хӗрарӑмсене ҫиелтен пӑхса илсе. — Эпӗ кунта илемлӗ хӗрарӑмсем ҫук темӗп, ҫӗр ҫӑтасшӗ, ия, илемлӗ хӗрарӑмсем нумай, анчах, пирӗн патра, Луизианӑра каланӑ пек, Луиза Пойндекстер пӗрре ҫеҫ вӑл. — Анчах эп карап ҫинче пулман пулсан, — терӗ ӑна Уэлдон миссис, — Бенедикт пичче, Джек, Нэн тата эпӗ «Пилигримпа» ишмен пулсан, тинӗсре эсир Томпа ун юлташӗсене ҫӑлман пулсан, кунта эсир иккӗнех пулаттӑрччӗ — эсӗ тата Негоро!.. — Манӑн ҫакӑнпа килӗшме тивет, чӑн — вырӑс юрри ялан пӗр евӗр те тӗксӗм… — эрехне сыпнӑ май каланӑ бакенбардӑллӑ ҫын. Ҫыхса пӑрахнӑ ҫынӗ хӑй ҫакӑнта тупасран хӑранӗ ҫын пулмарӗ, ҫавӑншӑн хӗпӗртени Луизӑна ырӑ ӗҫ тума хушрӗ. Том пӑрахса кайрӗ, анчах кайнӑ чухне: «Эпӗ ку таврашрах ҫӳретӗп, вӑл ача тухасса сыхлатӑпах», — тесе хӑварчӗ. Унӑн сӑн-питӗнче халь ачанни пек савӑнӑҫ палӑрать, анчах ҫав вӑхӑтрах темӗнле мӗскӗнлӗх те пур унта. Мӗн эпӗ сана? — Элек! — сиксе тӑрса, тытӑнкӑллӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Коля Колокольчиков. Виктор ӑна пӳлсе ыйтрӗ: — Апла эсӗ мана унпа паллаштаратӑн пулать? * * * Вӑл вӗсен гостинӑйӗнче вӑрӑм та сарӑ, айккинчен пӑхсан лаша пуҫӗ пек курӑнакан сӑн-сӑпатлӑ, ҫӳҫне хыҫалалла чӑмӑртаса ҫыхнӑ (ун чухне вӑл модӑра пулнӑ) нимӗҫе, посольство секретарьне тата… о… тӗлӗнтермӗш! кама-ха тата? Мӗн ҫинчен те пулин е каласа паратчӗ вӑл, е вулатчӗ. — Коменданчӗ ӑҫта тата? Хамӑрӑн тӑван вырӑссен те, ютран кӳнисем те… пурте пӗр ҫӗрте! — Старший ученӑй специалист, — терӗ хуралҫӑ, хӑйне хӑй лӑп та шӑп ҫав ученӑй специалист пулнӑ пек кӑтартса. Колоннӑсен хушшинче Маша вӑрӑм пальтоллӑ, ҫӗлӗксӗр, ҫамкине пӗкнӗ старике курать: вӑл мӑйне тӑснӑ та Маша ҫине пӑхса тӑрать. Пӗринпе ҫапла тӑваҫҫӗ, унтан тепринпе. Ҫавӑн пек чарма май ҫуках сарӑлса кайнӑ-ши ҫак ирсӗр суту-илӳ? Итлӗр, тусӑм, ман сӑмаха. Тата темиҫе утӑм кайсан, юр пӗлӗчӗсем витӗр эпӗ тополӗн ҫара тураттисене асӑрхарӑм, вӑрманта ҫил уланине илтрӗм. Пӑван пуҫне каялла ывӑтса, пӳлӗмре ним чӗнмесӗр уткаласа ҫӳрекен кардинала сӑнаса ларчӗ. — Ан йӗр! — терӗ хуллен кӑна ывӑлӗ. Эпӗ киле таврӑнтӑм та лайӑх мар япала куртӑм. Халь ӗнтӗ, ҫывӑхрах ҫынсем калаҫнӑ май тата чӳречерен ҫутӑ курӑннӑ чух, аслати малтанхиллех кӗмсӗртеттерсе ҫиҫӗм пӗтӗм тӳпене каса-каса ялтӑртаттарчӗ пулин те, вӑл хӑрама пӑрахрӗ. Левко, сывлама чарӑнса тенӗ пек, пӗр хускалмасӑр, куҫне пӗве ҫинчен илмесӗр, шыв тӗпнелле хытӑ тинкерсе пӑхрӗ те ҫакна курчӗ: малтан чӳречерен такӑшӗ хайӗн шурӑ чавсине кӑтартрӗ, унтан вара ытарма ҫук чипер пике пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Йывӑҫ ҫулҫисем витӗр лайӑхрах курас тесе малалла тайӑлса, вӑл вӑрман аяккипе ерипен ҫавӑрӑнса ҫӳрекен тӗлӗнмелле юланут ҫине тинкерсе пӑхма пуҫланӑ. Никитӑпа Ерданская унӑн ӳтне вӑрахчен эрехпе хутӑштарнӑ хреньпе сӑтӑрчӗҫ, вӑл, пӗр сӑмах та каламасӑр, йынӑшса ҫеҫ выртрӗ. Аркадийӗн ҫав кун кунӗпех тӗлӗнмелле пулнӑ. Вӑл Базаров Одинцовӑпа, ӑслӑ хӗрарӑмпа калаҫнӑ пек, хӑй мӗне ӗненни ҫинчен тата хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен калаҫасса кӗтнӗччӗ, мӗншӗн тесен Одинцова хӑех «нимӗскере те ӗненмесӗр пурӑнма хӑякан» ҫынна итлеме килӗшнӗччӗ. Вӑл пӳлӗм кӗтессине, Барский, Ульянӑна стена ҫумне хӗстерсе хурса, унпа темӗн ҫинчен мӑкӑртатса тӑнӑ ҫӗре кайрӗ, анчах Житейкин вӗсем патне ҫитиччен Ульяна хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Ухмах эсӗ, кум, тухса кай кунтан! Унӑн пичӗ ҫинче те хӗрхеннине, те пӑртак мӑнкӑмӑлланнине пӗлтерекен ҫӑмӑл кулӑ палӑрчӗ. Мухмӑрпа аптӑранӑ Квейс вӑл мӗн каланине чухласах илеймерӗ. — Сирӗн ирӗкӗр, господин кардинал, — терӗ те полковник тухса кайрӗ, хӑй салхуллӑн: — кутӑнлӑх енӗпе вӗсем Ривареспа тупӑшма пултараҫҫӗ, — тесе мӑкӑртатрӗ. Огнянов ниҫта пытанма пултарайманнине пӗлсе, вӑрттӑн пӳлӗмсем тӑрӑх пономарь хӑй ертсе ҫӳрерӗ. Ҫураҫмалла? Эпир сана авлантарӑпӑр та санӑн туйна та тӑвӑпӑр! — терӗ. Анчах ҫак вӑхӑтра темӗнле пӗр кӗрнеклӗ господин сак ҫине хӑпарса тӑчӗ те:— Тӑхтӑр. Юлашкинчен вӑл ытла та ывӑнса ҫитнипе кичем те йывӑр шухӑшсене манса, лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл ҫӗҫӗ — эпӗ понтоннӑй кӗпер ҫинче, хуралҫӑ ҫине пӗшкӗнсе пӑхса тӑнӑ чухне манӑн кӗсьерен тухса ӳкме пултарнӑ. Ҫапах та пӗр шанчӑк юлнӑ: Морис Джеральд сеттльментре пулман та пулӗ, тен. Вӑл тӑтӑшшӑнах ытарлӑн та тӳрккессӗн шӳтлерӗ. Май пур чух хамӑрӑн пурнӑҫа ҫӑмӑллатма тӑрӑшас пулать — ҫапла шутлатӑп эпӗ, манӑн йӑли ҫавӑн пек. Унтан вӑл Гамбургри хӑйсем тухса килнӗ порта курать, умӗнче темле хуласем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, таврара нимӗҫле калаҫни илтӗнет, анчах поезд ҫаплах малалла ыткӑнать. — Чимӗр-ха, пӗтӗмпех йӗркипе каласа парӑп. Ҫук, эпӗ чи малтан партин, унтан вара санӑн тата ытти ҫывӑх ҫынсен пулатӑп, — терӗ. — Мӗн пулнӑ вара унта? Апат ҫисе тӑранни сисӗнмерӗ те. Вӑл майӗпен тӳрленсе тӑма пуҫларӗ, чышкисене чӑмӑртать те пушатать, чӑмӑртать те пушатать, юлашкинчен, хырса якатнӑ тути хӗррисене ҫав тери усаллӑн чалӑштарса хучӗ те, Яков Лукич патнелле пӗр утӑм ярса пусрӗ. Председатель заместителӗн вырӑнлӑ сӑмахӗ пурне те килӗшрӗ. Вӑл турткаланса тӑмарӗ, хул пуҫҫийӗмрен лӑпкаса илчӗ те, куланҫи туса, тутине чалӑштарчӗ. Вӑл хӑйӗн помощникне алӑ парса Гленарван Мельбурнра кӗтсе тӑмалли ҫинчен панӑ приказа тепӗр хут астутарса хӑварчӗ, приказа илсен, вӑл хуть мӗнле пулсан та, ӑна тӗрӗс пурӑнӑҫлама каларӗ. Ӗнер ҫеҫ килсе вырнаҫтарса лартнӑ черешня тупписем те ҫакӑнтах иккен, вӗсене кашни окоп йӗрки тӗлне икшер-виҫшер ларта-ларта тухнӑ. Ҫӳҫне ӳстерсе ямалла сан, Алешка, мимӳ, авӑ, хӗвелпе йӑлт шӗвелсе кайнӑ. Мӗн тери хӑрушӑ сывлӑшра ҫакӑн пек шӑплӑх! Ҫӗрле батарея илсе килсе вырнаҫтарнӑччӗ, ҫавӑнтан сылтӑм енче Зли-долӑна окопсенчен халь кӑна таврӑннӑ Огнянов ытти пӑлхавҫӑсемпе пӗрле тар юхтарса ӗҫлеме тытӑнчӗ, — вӗсем ҫӗнӗ окоп чавса пӗтерме васкарӗҫ. Анчах вӑл мана пӗр сӑмах та тавӑрса каламарӗ. «Ӗмӗрех Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗҫем пуличчен эпир пӗр ҫулталӑк хушши Шервуд вӑрманӗнче вӑрӑ-хурахсем пулса ҫӳрӗттӗмӗр», — тесе ҫирӗплетрӗҫ вӗсем йккӗшӗ те. Унӑн сӑн-пичӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ та сарлака, пӗчӗк куҫӗсем кулкаласа пӑхаҫҫӗ, — вӗсем хӗрлӗрех куҫ харшисем айӗнчен икӗ ҫивӗч япала шӗвӗрӗлсе тӑнӑ пек, сывлӑшра темскере касакан хачӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫапла каласа, хӗрарӑм Егорушкӑна икӗ питҫӑмартинчен те чуптурӗ, ача кулса илчӗ, вара, ҫывӑратӑп пуль тесе, куҫне хупрӗ. Ҫапла, тӗрӗсех, вӑл тухатмӑш. — Эсир те хитре вӗт. Эпир йӑмӑкпа иксӗмӗр хӗл каҫичченех пӑхрӑмӑр ӑна: шыв кӳрсе, вут хутса параттӑмӑр. Юрать-ха пирӗннинчен кӑшт ҫеҫ питӗрех пӳрчӗ пиртен аякрах марччӗ. Унпа калаҫса килӗшме тытӑнса пӑхни, ҫав мӑнаҫлӑ чуна ӗнентерсе ӳкӗте кӗртме хӑтланни, паллӑ условисем парса ӑна ирӗклӗх сӗнни, хӑйне пурнӑҫ панӑшӑн вӑл пӑлхавсемпе тӑшманла ӗҫсем тума пӑрахма хушни мӗнле пысӑк йӑнӑш туни пулнӑ пулӗччӗ. Туррӑм! Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем мана! Эккей, ҫиллентӗрех, ара, — пурӗпӗрех. Ҫакӑнса тӑракан шупкарах шурӑ фарфор лампа вӑйлӑн ҫутатнипе ялтӑракан пӗчӗк те ҫав тери хӑтлӑ столовӑйӗнче сивӗлле ҫимеллисем хатӗрлесе, майласа хунӑччӗ. Текех суд председателӗ пек мар, аслӑ юлташ пек канаш парасшӑн сире: эсир ӗнтӗ, офицер господасем, тытӑҫуччен пухӑва ҫӳреме чарӑнса, тӑхтаса тӑрӑр. Кӑткӑслӑхсем патне ҫитерме пултарӗ ку… Шутсӑр нумай ҫын хӑйне хӑй юратнӑ пек шутлать, анчах турӑ вӗсенчен юратӑва иккӗшне ҫеҫ ярса парать. Вӑл ыттисем хушшинче мӑнкӑмӑллӑ та хаваслӑ пике-патша пек курӑнчӗ. Анчах Павел хӗпӗртесе кочегара хулпуҫҫийӗнчен ҫапса илчӗ те:— Пӗр самантра, старик, кӑмакасем хутса ярӑпӑр, — терӗ, ҫавӑнтах купаласа хунӑ вутӑ сыпписене сирпӗтме пуҫларӗ. — Тӑхтӑр, чӗнсе илетӗп эпӗ ӑна, — терӗ Лбов. Пӗртен пӗр ачама та тата сана кӑна шеллетӗп эпӗ, санпала иксӗмӗр пурӑннӑ пурнӑҫ, пирӗн иксӗмӗрӗн юрату ҫакӑн пек кӗске пулнишӗн кӑна шеллетӗп. Акӑ ҫапла унӑн ӗнтӗ вилсе выртасчӗ — ҫак ниме те ӑшшӑн пӑхман тӗнчепе унӑн пӗтӗмпех татӑласчӗ; хӑйӗн нимӗн хӳтӗлӗхсӗр пуҫне ниҫта кайса чикме пӗлмесӗр, уҫӑ пӗлӗт айӗнчех вилсе выртасчӗ. Вилнӗ чухне тухакан тарне унӑн ҫамки ҫинчен нимӗнле тус алли те шӑлса илес ҫук, вӑл вилес умӗн юлашки хут асапланса выртнӑ чухне никам та ун патнелле тайӑлса хӗрхенсе пӑхас ҫук. «Кулӑшла, йӗрӗнӗҫле, ирсӗрле этем эсӗ! — шухӑшпа кӑшкӑрчӗ вӑл хӑйне хай. — Ҫыран хӗрринче. Ним тумалли те ҫук, пире ҫавӑн пек пӳрнӗ… Эпӗ ӑна ӑнлантӑм, вӑл вара малалла тӑсрӗ: — Атте Епифановӑна качча илет, ҫавна пӗлетӗн-и? — Тетушка, тархасшӑн ларӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ хуҫи. Хӑй пурнӑҫӗнче вӑл мӗн пурӗ те пӗр хут ҫеҫ пӑлханса хӑйӗн пултарулӑхне кӑтӑртнӑ; Лондонра пулса иртнӗ тӗнче выставкинче «контро-бомбардон» текен ҫӗнӗ инструмент кӑтартни ҫинчен хаҫатра вуланӑ та ҫав инструмента ҫырӑнса илесшӗн пулнӑ, уншӑн укҫа ӑҫта тата хӑш почта урлӑ ярса памалли ҫинчен те ыйтса пӗлнӗ. Эх, Андрей, Андрей! — Вӑт мӗнлерех вӑйлӑ сан аллусем! Пик ҫийӗпе, ҫӑмӑлтарах сывлӑша путса кӗнӗ пек, ташла-ташла, тӗтӗм пекех ҫӑмӑл туйӑнакан илемлӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем вӗҫсе иртеҫҫӗ. Исидорӑна курсан, вӑл ҫын тем шӑл витӗр каласа илнӗ, анчах мӗн каланине шавланӑ хушӑра илтме пулман. — Эппин, ку салтак-кӑткӑсем тунӑ япала, — терӗ Бенедикт пичче. — Пеме хатӗр тӑрӑр! Петька пуҫне кӑларса ҫав шӑтӑкран пӑхрӗ. Унпа канашлама та пулин пулать. — Вӑрҫатчӗ ҫав, хам илтнӗ… Васкӑр, манӑн пӗр минут ҫеҫ вӑхӑтӑм пур, — терӗ. Вӑл каллех ҫав тери хӗрӳллӗн ахӑлтатса ячӗ, эпӗ вара, кунта нимӗнле кулӑшла япала курмасӑрах, каллех ун ҫумне хутшӑнмалла пултӑм. — Э, тавтапуҫ, Граф, килсе курнӑшӑн, тавтапуҫ! Вӑл ҫак таса кокардӑна старик аллинчен шиклен илсе тути патне ҫывхартрӗ, анчах сасартӑк, хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑранӑ пекех, пуҫне ҫӗклесе ҫапла именчӗклӗн ыйтрӗ: — Ӑна чуптума юрать-и мана? — Мӗн тума килтӗн? Пӗр ҫамрӑк спортсмен тата инҫетерех сикрӗ те пӗрремӗш ҫырмаран сакӑр метр инҫӗшӗнчи тепӗр тарӑнах мар ҫырмана лекрӗ. — Апла тесен вара калаҫма та кирлӗ, хаклӑ ҫыннӑм, — тесе кулса каларӗ Паганеле Гленарван. — Ан суйӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Озеров. Эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра чи малтанхи хут ҫавӑн пек лав тытса (ура вӗҫӗнче корзинка та пур ман) пуян каятӑп. Эсӗ кӑна юри тунӑ теме ҫеҫ юлать ӗнте халӗ. Эпӗ ӗнтӗ улталанмалла тӑвас ҫук, шансах тӑр. Калӑн вара: тулашри шӑплӑх ытамне пула унӑн чунӗ тӗпӗнчен темӗнле пӗр уншӑн ҫеҫ паллӑ сасӑсем ҫӗкленеҫҫӗ, ҫав сасӑсене вӑл пӗтӗм вӑйран тимлесе итлет. Ку — пӗрре те паҫӑрхи шуйттансем ҫинчен калаҫакан сӑваплӑ старик пулман… Географически обществӑра эпӗ «Полярти пӗр манӑҫнӑ экспедици ҫинчен» доклад туса парас тесеттӗм, докладне ҫырса та хатӗрлеймерӗм-ха. — Эсӗ мансӑр кичемленсе ҫитрӗн-им? — шӑл витӗр ыйтрӗ вӑл. Леноре фрауна куҫҫулӗ калаҫма чарать. — Чӑннипе каласан ӗнтӗ, икӗ атӑ — пӗр мӑшӑр! — терӗ хӑнасенчен пӗри. Корветпа кимӗ хушши хӑвӑрттӑн ӳсе пуҫларӗ. Сӗм ҫӗрле Гусев Канаш Ҫуртне таврӑнчӗ; хӑй шӑнса хытнӑ, выҫӑхса ҫитнӗ. Вӑл сӑхсӑхса илчӗ, аслӑ конторщика пуҫ тайрӗ, хӑйӗн шӗлепкине икӗ аллипе тытрӗ те тӳрленсе тӑчӗ. — Кансӗрлес мар ӑна, — терӗ сестра, куҫҫулӗ витӗр пӑшӑлтатса, — ытла пит пӗтсе кайнӑ. Анчах, тепӗр тесен, кам пӗлет сана, ку вӑрҫӑра пирӗн ачасем тӗнчене ун пек те мар тӗлӗнтерчӗҫ… Никольский полковник, пӳрне шӑммисемпе сӗтеле шаккаса, кулса илчӗ: — Хӑй вӑхӑтӗнче сире ахалех есаул ятне панӑ тесе шутлатӑп эпӗ. — Эсӗ театр пиркиех килтӗн-и? Виктор кӗнеке вулать. — Ҫывӑр, ачам, ҫывӑр… — ассӑн сывларӗ карчӑк. — Ав-ван-ха, Тарас Яковлевич, аван, — аллисене алӑк янахӗ ҫинчен илмесӗрех, чалӑшшӑн кулкаласа, пуҫне тайса каланӑ старик. Иккӗмӗш кунхине каҫ пулас умӗн пӗр пысӑк станцӑра пуйӑс чарӑнчӗ те, канӑҫсӑр господин тула тухрӗ, вара унтан илсе кӗнӗ вӗри шыв ҫине хӑй валли чей ярса пӗҫерчӗ. Ҫӗнӗ те тирпейлӗ япаласем илсе пыракан господин, — вӑл адвокат пулнӑ, ун ҫинчен эпӗ каярахпа пӗлтӗм, — табак туртакан кӳршӗ майрапа, арҫынсенни майлӑ пальто тӑхӑннӑскерпе, чей ӗҫме станцӑна кайрӗ… Халӗ вӑл решетке хыҫӗнчи ҫынсем ҫине вӗсемшӗн хӑрамасӑр, вӗсене хӗрхенмесӗр пӑхрӗ ӗнтӗ — вӗсем ҫумне хӗрхенӳ ҫыпӑҫмарӗ, вӗсем ӑна тӗлӗнтерчӗҫ тата чӗрене ӑшшӑн ыталаса илекен юратӑва ӳстерчӗҫ; тӗлӗнни лӑпкӑ пулчӗ, юратӑвӗ — савӑнӑҫлӑ, уҫӑмлӑ. Хӑшӗ авантарах? Тен кунта «аслӑ пуҫлӑх» та килме пултарӗ, унпа пӗрле мӗнле те пулсан, ют патшалӑхран килнӗскер те пулӗ, ҫавӑнпа кунта нимӗнле «ҫӑмӑллӑх» ҫинчен те сӑмах хускатмалла мар тумалла. Енчен эпӗ Арбатра Вальӑна тӗл пулман пулсан мӗн тесен те нимӗн те туянайман пулӑттӑм. Австралири Альпӑ тӑвӗсем патӗнчен сарӑлса пуҫланакан тӳремлӗх хӗвелтухӑҫ еннелле кӑштах анаталла каять. Кӗркуннехи тӗксӗм кун вӑл ҫав пӗве ҫумӗпе утса пынӑ чух ун варринче кимӗ курчӗ. Ҫулпуҫа сирпӗтсе антарни Кун пек аслӑ ӗмӗтсем ҫакӑн пек сасартӑк сиксе тухнӑ крушенипе пӗтни тӗнче пуҫланнӑранпа та пулман пек туйӑнса кайрӗ. — Ӑнлантарса парӑр эппин, — тесе пуҫларӗ Мак-Набс, — сирӗн шутпа austral текен сӑмах мӗне пӗлтерет-ха вара? Вӑл кун Мересьев тул ҫутӑлнӑ чухнех тӑчӗ, анчах хӑйӗн яланхи упражненийӗсене тумарӗ, тӳрех вӑрмана кайса унта ирхи апатченех ҫӳрерӗ. Стена хӗрринче тинӗс ҫыранӗ чӑнкӑ анать, аялта вара вӗҫӗмсӗр шавласа тӑракан тӗттӗм кӑвак хумсем чӳхенеҫҫӗ. Унтан кукка мана хавассӑн куҫ хӗссе хуллентерех каларӗ: — Тӗрӗссине калас пулсан, пӗри, чӑнах та, ҫӗрлесенче тухса каятчӗ, анчах вӑл сӑнчӑрлӑскер мар, просто кунти вӑрӑччӗ, чулхуласем; инҫетрех мар, Печоркӑра унӑн еркӗнӗ пурӑнатчӗ. Эпир унта кунӗпех Миссури ҫыранӗ патӗнчен сулӑсем анаталла ҫӑмӑллӑн юхса иртнине, тӑвалла хӑпаракан пӑрахутсем шыв юххипе епле кӗрешнине пӑхса тӑтӑмӑр. Манӑн тула тухас килнипе урайне анмалла пулчӗ. Ну, кӗскен каласан… шуйттан!.. унӑн репутацийӗ? Тӑхта-ха, пирӗн сана мӗнле чӗнмелле-ха? Ывӑлӗ ашшӗнчен уйӑрӑлса тухать, ана ҫурмаран касӑлать. Ан ҫиленӗр, сударь: хам тивӗҫлӗхӗмпе сире Манӑн халех тӗрмене ӑсатмалла. Анчах та вӑл пире питӗ сахал, пӳрнеске пек пӗчӗк катӑк ҫеҫ лекет. «Тупата килетӗп». — Неметчинӑра. Капитан Смоллеттран вӗсене, суднона кун пек тыткаланӑшӑн хытах лекетчӗ. — Ман тавра суя ӗҫсем тунине сисрӗм эпӗ. Кунтан, паллах ӗнтӗ, тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук, анчах тепӗр хут калатӑп, эпӗ ҫамрӑк пулнӑ, хам ҫине ытлашши шаннӑ тата суеҫҫӗсене тамӑкра асаплантараҫҫӗ, тенине ӗненнӗ. — Ну, тыт, ҫӗкле! — сасартӑк хушрӗ Дегтяренко, хӑй носилкӑна малти пуҫӗнчен ҫӗклесе. Манӑн тӑватӑ ҫул анчах кӗтмеллеччӗ, халӗ акӑ 5 уйӑх Севастопольре тӑма тиврӗ. Ахаль ҫынсене вӗсем «эпир турӑсемпе сӑмахлатпӑр, халӑхпа мӗн тумаллине турӑсем пире хӑйсем хушса тӑраҫҫӗ» тесе улталанӑ. Жрецсен влаҫӗ ҫав тери вӑйлӑ пулнӑ, вӗсене патшасем те итленӗ. — Маришка патӗнчен тухса кайрӑм эпӗ. Кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе пусӑрӑннӑ амӑшӗ чӗнмерӗ, кӳреннипе чунӗ ыратнӑҫем ыратрӗ унӑн. Чӗлхе ҫыхланчӗ те, кирлӗ сӑмах тупаймарӑм. Пӗлместӗп, кама пӳрнӗччӗ-ши ҫак чуптӑву — анчах ун пылакне эпӗ тӑранми тутантӑм, тек вӑл нихҫан та пулас ҫуккине пӗлтӗм. Ара ку вӗт-ха вӑл ют кил-ҫурт, кунта вӑл ӗмӗрте те пулман. Вӗсем мӗн хӑтланнине курма мӗне тӑрать: пӗрисем, хӑрушлӑхран хӑрамасӑр, ун айне кӗреҫҫӗ, теприсем урлӑ каҫаҫҫӗ; хӑшпӗрисем, уйрӑмах мӗн та пулин йӑтнисем, аптраса ӳкеҫҫӗ те ним тума пӗлмеҫҫӗ: чарӑнса тӑраҫҫӗ, ҫаврӑнса каймалли ҫӳл шыраҫҫӗ, е каялла каяҫҫӗ, е хулӑ тӑрӑх мӑн алӑ патне ҫитеҫҫӗ те курткӑн ҫанни ӑшнех кӗрсе кайма шутлаҫҫӗ пулас. Мӗн тунӑ-ха вара Исланди ученӑйӗ? — Мӗнех вара, станицӑра хӗрсем сахал-им? — тавӑрать хорунжин чее арӑмӗ, хӑйӗн хытанка аллисемпе шӑрпӑк кӑрупкин хуппине тӑрӑшса тӑхӑнтарса. — Кил-ха кунта, кил! Давыдов ҫине сыхлануллӑн пӑхса, хуҫа арӑмӗ ҫапла каларӗ: — Лар, эпӗ халех Варькӑна вӑрататӑп. Унтан кошевой ҫапла каларӗ: «Харсӑр полковник, эс ҫакна мантӑн-и: тутарсен аллинче те — сирӗн юлташсемех, эпир халь ҫӑлмасан, вӗсене ӗмӗрлӗхех язычниксене чуралӑха сутаҫҫӗ, ку вӑл чи тискер вилӗмрен те асапрах. — Кунта эпӗ — ячейка секретарӗ, ҫапла-и? — Ыйтса пӗлме ирӗк парсам, мӗнпе сӗретӗн ҫак эс аттуна, ҫӑвпа-и, тикӗтпе-и?» Кораблевӗ пӗр вӗҫӗмрен тултара-тултара ӗҫет, Мария Васильевна вара хӑйӗнне тутанса анчах пӑхрӗ, тултарнӑ черккине те ӗҫсе ямарӗ. Унтан вара… эпӗ… шухӑшларӑм, вӑл хӗре… эпӗ юратакан хӗре, манран туртса илӗ тесе шухӑшларӑм. Пире ҫӗнтерни курӑнсах тӑрать. Пасарта эпир анне пушмакне сутрӑмӑр — тата тепӗр вунӑ тенкӗ пулчӗ. Илтетӗн-и эсӗ?» тесе кӑшкӑрса ярсан, Смурый тата хытӑрах, хурланса макӑрма пуҫларӗ. Унтан вара — Сан-Францискӑна. — Эсир малтан ӑҫта пурӑннӑ? Вара эсӗ Тӳпен усал ывӑлӗ умӗнче курӑнмастӑн, унӑн юнлӑ куҫӗ санӑн мӗлкӳне кӑшлани — харама». Ҫаплах пулчӗ те. — Ун пирки — сӑмах та ҫук! — мӑнкӑмӑллӑн ответленӗ Фома. «Ҫук, курман, — терӗм эпӗ, — вӗсем, пӳлӗмрен хуллен тухса, аялалла васкасах анса кайнине ҫеҫ куртӑм, — терӗм, анчах эпӗ ун пек-кун пек нимӗн те шухӑшламан, вӗсем манӑн хуҫана вӑратасран хӑранӑ та, ҫавӑнпа вӑл ятлаҫасран хӑвӑрт тухса шӑвӑнчӗҫ тесе шутларӑм». Ҫапах Улюн инке ӑна палланӑ. Пурте пӗр-пӗрин ҫине аптрасарах пӑхса илчӗҫ. А халӗ эпе кӑштах музыка калам-ха. Каччӑсенчен хӑшӗ-пӗрисем ҫуран килнӗ, арҫын ачасем пир кӗпе вӗҫҫӗнех чупса ҫӳреҫҫӗ. 5 гектар ҫӗр ҫинчен мӗн чухлӗ тырӑ-пулӑ, пахча ҫимӗҫ, панулми пухса илме пулӗччӗ! Пӗр ҫынна уйӑрса панӑ ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче пӗр ҫын мар — ҫӗршер ҫын тӑранса пурӑнма пултарать. Дик, Гаррис е Негоро тухасса кӗтсе, тек-текех лагере пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Вӗсем вил ӳсӗр пулмалла, ҫавӑнпа курӑнмаҫҫӗ, — тесе хучӗ Мак-Набс. Хӑйсем хушшинче вӗсем шӑппӑн калаҫрӗҫ, сас-чӑвӗ пуласса хытӑ тӑнласа итлерӗҫ, кашни самантрах тухса тарма хатӗр тӑчӗҫ. Вӑл унӑн пружинине пӑра-пӑра хытарма чарӑнман пулмалла. Тарҫӑм мана Вернер килни ҫинчен каласа пачӗ, унтан икӗ ҫыру тыттарчӗ, — пӗри унранччӗ, тепри… Снаряд хӑвӑр ҫинелле вӗҫсе пынине пӗлсех тӑнӑ самантра, эсир вӑл снаряд хӑвӑра вӗлересси ҫинчен шухӑшласа илетӗрех вара; анчах хӑвӑра хӑвӑр юратни сире хӑвӑра ҫирӗпрех тытма пулӑшать, никам та асӑрхамасть вара сирӗн чӗрӗре касакан ҫӗҫҫе. Кайран вара темле хутсем илсе кайнӑ та ҫухалнӑ, старик халь астуса та илеймест ҫавӑнта мӗнле хутсем пулнине. Эпӗ япаласен хакне пӗлетӗп… Пичӗ ун сивӗленсех пынӑ, вӑл, пуҫне чиксе, нимӗн чӗнмесӗр салхуллӑн ларнӑ. Ҫӗр чавакан кулса илчӗ: — Шӑмӑсем сураҫҫӗ. Ҫамрӑксем! пур ӗҫре те ваттисене итлӗр! Манӑн хуйхи те ҫукрах: манран шыраса илме те нимӗн те ҫук… Хӑнасене ҫывӑрмӑшсене илсе кӗртсен ҫурт хуҫи чупа-чупа ӗҫлерӗ: утиялсене ҫапкаласа ҫемҫетет, минтерсем хурать. Einen Kuss will ich ыйтатӑп. Эпир ӗнтӗ Флор сӑмсахӗнчен икӗ-виҫӗ мильӑра кӑна. Ҫав вӑхӑтра NO ҫил хӑватлӑн вӗрме пуҫларӗ, вӑл вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланма тытӑнчӗ, тепӗр ҫур сехетрен вара айӑн-ҫийӗн ҫавӑрттарма, хӳме пек хумсене хӑвалама тапратрӗ. Ӑна пӗр Ерошка мучи анчах ӑсатрӗ. — Ҫак вӑхӑт хушшинче мӗн пулнине мана пӗтӗмпех каласа парӑр, — терӗ вӑл. Ҫанталӑкӗ питӗ аван тӑрать. Ольга, ӑна илсе, вуласа пӑхрӗ: «Хӗрача, киле таврӑнсан, никамран та ан хӑра. — Кам та пулин кӳрентермерӗ пуль-ҫке сире? Акӑ вӗсем, сӑртсем! Темле ҫывӑх пулсан та ҫӗр ҫине ҫитмелле мар! Куҫса килекенсен ушкӑнӗ портран таврӑнать пулас. Темле хушамат пек кӑна асӑмра тӑратчӗ-ха, халь акӑ вӑл тӳрре те килчӗ иккен, ҫак пӗкӗрӗлсе кӗнӗ сар мӑйӑхлӑ типшӗм старик ман умра акӑ тӑра парать. — Эсӗ луччӗ Марьяна ҫинчен каласа пар. Вӗсем хӑйсен пичӗсене юри хӑрӑмпа хуратаҫҫӗ, пӑшалӗсемпе пени хытӑрах кӗрлетӗр тесе, иккӗ авӑрламалӑх тар хураҫҫӗ, шултра хӑйӑр хушаҫҫӗ. — Мӗнле вӗренӳ пултӑр-ха вӑл ҫирӗм ҫулта? Кай ав ҫав ҫулпала, эпӗ ку ҫулӗпе каятӑп. Эсир ӗнер пӗр руководство ҫинчен каласаттӑр… Професси тӑрӑх унта пуринчен ытларах плантаторсем, анчах кунтах эсир выльӑх ӗрчетсе пурнакансене те, сунарҫӑсене те, выльӑхпа суту-илӳ тӑвакансене те тата ытти тӗрлӗрен коммерсантсене те, чурасемпе сут туса пурнакансем таранах, тупма пултаратӑр. Анчах мӗнле усӑ курмалла унпа — инструмент ҫавна хӑй вӗрентмест. Лектерейместӗп тесе хӑраман пулсан, вӑл ҫавӑнтах персе янӑ пулӗччӗ. Анчах та ун керменне суранланнӑ кӑкӑрӗ ҫине георгиевски хӗрес лентине ҫӗленӗскер, хӗрсем каланӑ тӑрӑх, интереслӗ шупка сӑнлӑ гусар полковник Бурмин пырса кӗрсен, пурин те пӑрӑнмалла пулса тӑнӑ. Ҫак хушӑра лавҫӑ лакейпа тата горничнӑйпа пӗрле, карета ҫинчен карҫинккасем илсе килсе, ватӑ ҫӑкасен айне апат хатӗрлерӗ; пурте вара, курӑк ҫине сарнӑ ҫитти тавра ларса, паштетсемпе ытти апатсене ҫиме тытӑнчӗҫ. Мӗн ҫырни пурнӑҫлантӑрччӗ… — Чӑнах та-и? Вӑл тӗрме патне пыма хӑймасть. Вӑл малалла утса кайрӗ те кӗтесрен пӑрӑнчӗ. Пӗчӗк сад ӑшӗнче, Назанский патӗнче, ҫутӑ ҫунатчӗ. Пӳлӗмре шӑп пулчӗ, пурте пӗр самантлӑха хытса тӑчӗҫ. Вӑтанса кайнӑ пӗчӗк хӗрача тухса ҫапла калама пуҫларӗ: «Мэрин пулнӑ пӗр путек» т. ыт. те, унтан лӑпчӑнса шутсӑр хӗрхенмелле реверанс турӗ те, хӑйне алӑ ҫупнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе, хӗпӗртесе вырӑнне кайса ларчӗ. Пӗлместӗп, анчах та ҫак пӗтӗм ӗҫ ҫӗнӗрен пулса иртес пулсан, эпӗ ҫакнашкалах тунӑ пулӑттӑм пулӗ. Хӗстересси вӑл пӗр ӗҫ, анчах ӑна, сӑтӑрҫа, тымарӗпех кӑкласа тӑкасси — тепӗр ӗҫ. Никам та ун патне Российӑран е урӑх ҫӗртен ҫырма пултарайман. Ку ӑна килӗшнӗ, ун ячӗпе ҫыру килсенех, ҫав ҫыру вӑл хӑй кӗтекен ҫыру иккенне пӗлет. Мосий Шило пӗр рете виҫҫӗн тӑратса пурне те ҫӗнӗ сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа илнӗ, вӗсене шура шӑмӑсем таранах хытӑ канрапа ҫыхса лартнӑ, пурне те мӑйран ислетсе тухнӑ, ӗнсерен те панӑ. Ҫавӑнпа эпӗ хам кӗрсе ӳкнӗ тӗттӗм шӑтӑкран ҫакӑнта ҫутӑ ҫӗре тухса курнӑшӑн пӗрре те ӳкӗнмерӗ. — Лаша-и? Мӗншӗн-ха ҫапла, нивушлӗ эсӗ нимӗнле кӗнеке те вуламан? Трэнк барон ҫинчен те, Казанова ҫинчен те, Бенвенуто Челлини ҫинчен те? Генрих Наваррский тата. Саппун ҫакнӑ хӗрарӑмсем аллисене ҫупкала-ҫупкала илчӗҫ, йӑпӑлтатса та шикленсе хӑвӑрт-хӑвӑрт чӗвӗлтетрӗҫ. Дворянсен пуҫлӑхӗ кахал сӑнлӑ судьяна темскер пӑшӑлтатса каларӗ, лешӗ, пуҫӗпе сулса илсе, старик еннелле ҫаврӑнса сӑмах хушрӗ, тепӗ енчен ҫав вӑхӑтрах ун хӑлхинчен чирлӗ судья тем каласа ларчӗ. Дивизи штабӗн, подивӑн тата ытти пур ҫар учрежденисен те Баранчев станцине чакмалла. — Мӗншӗн ку? — терӗм эпӗ, ун ҫине пӑхса. Эпӗ: «Ҫапла», — терӗм; пурте ахӑлтатсах кулса ячӗҫ. — Суятӑн! — теҫҫӗ. Анчах ҫав корольсем шантарса каланӑ тӑрӑх, вӗсем престол ҫине тепӗр хут ларас пулсан та ҫавнашкал йӑнӑша урӑх туман пулӗччӗҫ. Эсӗ ҫавӑн пек шухӑшлатӑн пулсан, эпӗ сана пит лайӑх тытса ҫаптарӑп! Хӗвелпе пиҫнӗ урисене шурӑ чӑлхапа сарӑ туфля тӑхӑннӑ. Кӗлеткене ҫатах тытакан ҫӑм пульверсем тата кӑвак шуйттан тирӗнчен ҫӗленӗ трусысем тӑхӑннӑ, ҫурӑм хыҫне рюкзак ҫакса янӑ ватӑ хӗрарӑмсене эпӗ халичченех хӑнӑхса ҫитейместӗп… — Мӗнле санӑн хушамат? — Мыскара? Ӑҫтан тупӑнать-ха ҫаван чухлӗ шыв пӑсӗ? Юрӗ. Сарлака янахлӑ Тихон Вялов, хулпуҫҫийӗ ҫине тимӗр кӗреҫе хурса, Артамонов ҫине мӑчлатакан куҫӗсемпе тинкерсе пӑхса тӑрать, вӑл ун урлӑ ярса пусасшӑн пулнӑ пек, анчах каҫма хӑяйман пек туйӑнать. — Юрать-и вара этеме сутма?.. — Тӗрӗс калатӑн эсӗ, carino. — Мӗн пирки йӗретӗн, хӑмпӑ? — терӗ атте хӗрхенӳллӗн, ман еннелле пӗшкӗнсе. — Хурах вӑл хурахах ҫав ӗнтӗ, — терӗ полицейски йӗкӗлтешнӗ сасӑпа. Тарӑн вырӑнсенчи чӑнкӑ ҫырансем ҫинче котаро текен кайӑксем лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа, паллах ӗнтӗ, ҫӗнӗ Конституци проекчӗн демократизмӗ вӑл — «яланхи» е «пурте килӗшнӗ» ахаль йышши демократизм мар, вӑл социализмлӑ демократизм пулса тӑрать. Вӑл вара вӗсемпе пӗрле траншея тӑрӑх ту ҫинелле утрӗ, вӗсене хирӗҫ кашни утӑмрах аманнисем тӗл пулаҫҫӗ. — Ниме тӑман япаласене аса илетӗн! — Сирӗн умӑрта кӑнтӑр ҫынни тӑрать пулсан, унӑн ҫӗҫӗсӗр пуҫне урӑх витӗмлӗрех майсем ҫук тетӗр-и? — Сана мӗн ӗҫ? — терӗ Володя, ман еннелле ҫаврӑнса. — Вӑл аван-ха, — ҫавӑн пекех хуллен каларӗ ашшӗ. Том, Австрали ҫыранне! — терӗҫ ҫулҫӳревҫӗсем пурте пӗрле. — Ан шарла эсӗ, Александр, — терӗ Кирила Петрович, — ан ман, эпӗ сана пӗрре хӗртсе илесшӗн-ха. Вӑл пынӑ ҫӗртех лаплатса ӳкнӗ, халӗ вара, йӑлт тусанланса пӗтнӗскер, хӑрах аллипе пӑшалне варри тӗлӗнчен тытса та тепринпе сӑмсине халсӑррӑн шӑлкаласа, амуници йывӑрӑшне чӑтаймасӑр аялаллах пӗкӗрӗлсе хутланнӑскер, тӑват уран упаленнӗ пек чупса, хӑйӗн ҫурма ротине хӑваласа ҫитесшӗн хыпаланать. Унӑн ҫара урисем урай тӑрӑх кӑштӑртатрӗҫ. Унтан кичеммӗн шӑхӑрни илтӗнчӗ. Анчах отряд пыракан вырӑнсенче индеецсем питӗ сайра ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен Аргентина республикӗнчен Кордильерсем патне каякан ҫулсем нумай ҫурҫӗрелле выртаҫҫӗ. Акӑ документ, — терӗ те Паганель кӗсйинчен хаклӑ хутсене кӑларчӗ. Юлашки кунсенче вӑл вӗсем ҫинче мӗн чухлӗ тимлӗн ӗҫлемен-ши? Эпӗ ӑна тепӗр май ҫавӑрса пӑхрӑм, анчах та унта хӑшпӗр ҫӗрте сыхланса юлнӑ ҫыхӑнусӑр сӑмахсенчен пуҫне нимех те вуласа тухма пулмарӗ. — Бунт тӑвать… — Вӑл сире те хӑйпе пӗрлех илсе каять-и? Тулта ҫутӑ пулнӑ, анчах кӗркуннехи пек кичем те тӗссӗр ҫанталӑк тӑнӑ. — Эх, Машенька! «Дункан» экватар урлӑ каҫнӑ чухне аллӑ градуслӑ вӗрипе сӑмала ирӗлет пулин те мӑйӗнчи шарфне салтмарӗ. Эпӗ полка килни виҫӗ кун кӑначчӗ-ха, мана ҫав хӗрлӗ-шывак пӑнамарь Арчаковский татрӗ те хучӗ. — Вӑл айӑкки ҫине ҫавӑрӑнса выртрӗ. Ӗҫӗ питӗ те ҫӑмӑл ӗнтӗ. Туратсем ҫинчен пӗрмаях шултра тумламсем патлата-патлата анаҫҫӗ. Малта ҫыран ҫумӗнчи рифсен вӑрӑм йӑрӑмӗ курӑнчӗ — вӗсен ҫумӗнче шыв кӗрлет, кӑпӑкланать. Тӗлӗнсех кайнӑ вӑл:— Тӗлӗнмелле! Анчах эпӗ ҫак ыйту тӑрӑх уйрӑм кӗнеке ҫырса кӑларма шутлатӑп, ҫавӑнпа та вулакана ҫав кӗнекепе паллашма ыйтатӑп. Алексей — кӑтра ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ те чипер каччӑ, ӳчӗ шурӑ, тӳррӗн те савӑнӑҫлӑн пӑхать. Ҫав пӑшалпа вӑл мӗнле персе тивертнине чи чее ҫын та шухӑшласа тупас ҫук, анчах вӑл унпа ҫав-ҫавах персе тивертет. Николай вара, мана куҫ хӗссе илсе, вӑл мӗншӗн кун пек тунине: — Кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ… — тесе ӑнлантарса пачӗ. — Манӑн, тӳррипе каласан, сирӗнпе калаҫма юрамасть те. Анчах ҫӑва патне французсен ҫав чӑкӑлтӑшла ачашлӑхӗсем. Чылайӑшӗ ҫак икӗ каҫпа икӗ куна манас ҫук. Эпӗ ӑна малтанах ӑнлансаттӑм… — Мӗншӗн-ха, Олеся? Мӗншӗн? — Ҫук, ҫук… Эсӗ хӑв та ӑнланатӑн, кун ҫинчен шутлама та кулӑшла. Вӑл килӗшрӗ, мӗншӗн тесен хамӑр офицерсем хушшинче Голышев та пур, вӗсем унпа каялла пӗрле таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. — Хамӑр патри сӑмахсене мансах кайман эппин? — ыйтрӗ вӑл, пӑртак тӑрсан. Ҫак ӗмӗтсем уҫӑмлӑ пулнӑран хӗпӗртесе хумханнипе эпӗ ҫывӑрса каяймарӑм, виҫесӗр пысӑк телей ҫинчен манӑн кама та пулин каласа парас килчӗ. Ольховка ҫакнисем мӗн пулнине ӑнланса илмесӗрех крыльца патнелле пухӑнма пуҫларӗҫ. Ҫак вӑхӑтра пӳртрен темиҫе нимӗҫ тухрӗ. Пӗри, типшӗм те вӑрӑмми, ҫӗлен пуҫӗ пек пӗчӗк пуҫли, сӑмса ҫине лартса янӑ пенснине тӳрлетсе илсе, Яша патнелле пӗшкӗнчӗ, унӑн сулахай аллине хӑйӗн аллинче тытсарах тӑчӗ, — алӑ тымарне тӗрӗслесе пӑхрӗ. — Апла пулсан, приказ пама хушсамӑрччӗ, — терӗ Буабертло. — Хӑвӑртрах, ачасем! Ҫапла вӗҫленнӗ икӗ ҫула яхӑн тӑсӑлнӑ ҫулҫӳрев. Ун вӑхӑтӗнче ҫын Африкӑна пӗрремӗш хут кӑнтӑртан хӗвеланӑҫнелле чалӑшшӑн урлӑ каҫнӑ. Тинӗс ҫывӑхӗнче, ҫыран хӗрринчи урамра лайӑх хваттер ҫеҫ илмеллеччӗ санӑн. Вӑл пӗтӗмӗшпех темле инҫетри ҫын пек туйӑнать. Акӑ, Мери Джейн, Сюзанна, Джоанна, илӗр ҫак укҫана, пӗтӗмпех илӗр! Ҫавӑнпа сирӗн хӑрамалли ҫук. Эсир кунта Ҫӗнӗ Англи штачӗсенчи пекех ирӗклӗ. Вилӗмрен ҫӑлнӑ негрсене «Пилигрим» ҫинче ҫав тери тӑрӑшса пӑхрӗҫ. Огнянов выртнӑ ҫӗртен тӑчӗ те, алӑкран кил хушшине кӗрсе, вите ҫумне тӗртсе лартнӑ пӗчӗк ҫурт чӳречи патне пырса, кам та пулин ӑнсӑртран тулалла тухмӗ-ши тесе лупас айӗнче кӗтсе тӑра пуҫларӗ. Анчах вӑл ҫын ҫавӑнтах, темӗн пысӑкӑш ҫӗр хӑвӑлне епле майпа кӗрсе ӳкни ҫинчен эпӗ сире каласа пама пултараймастӑп. Сасартӑк князь хӑйӗн ӗҫӗсене йӗркелеме тесе вӑхӑтлӑха столицӑран тухса каять те нумаях мар вӑхӑт иртсен ҫав тери пуйса таврӑнать. Хӑҫан эпӗ санран икӗ пӑт вырӑнне виҫҫӗ илнӗ? Воропаев, васкаса Огарновсем патне уксахларӗ. — Пурте хатӗр-и? — ыйтрӗ Джон Мангльс. Анчах вӑл пӑртак иккӗленсерех тӑчӗ те, ҫавна тумалли лайӑх вӑхӑчӗ иртсе те кайрӗ: учителӗ кӗнеке листисене уҫа-уҫа пӑхса ларчӗ. Ӑнран каяс пек асапланса, вӑл, ыратни-мӗнне пӑхмасӑрах, ҫыран хӗррине сӗтӗрӗнсе тухрӗ те, хӑйӗн юлташӗ кайса ҫухалнӑ йӗрпе утса, хайхи тӗме ҫине улӑхрӗ; вӑл, кашни утӑмрах такӑна-такӑна утакан юлташӗпе танлаштарсан, хӑй юлташӗнчен темиҫе хут тирпейсӗртерех те кулӑшларах пек курӑнать: тӗме тӳпинчен вӑл пӗр чӗрчунсӑр, ӳсентӑрансӑр ӑшӑкрах айлӑма курчӗ. Интереслех мар вӑл. Унтан вӗсем арена тавра хытӑран та хытӑрах сиктерсе чупрӗҫ, йӗнер ҫинче шутсӑр меллӗн ташларӗҫ: пӗрре пӗр урине сывлӑшалла ҫӗклеҫҫӗ, тепре — тепӗр урине; ҫак ӗҫсене тума хушаканни арена варринче шӑчӑ тавра уткаласа ҫӳрет, чӑпӑрккине шартлаттарса «хоп-хоп!» тесе кӑшкӑрать, ун хыҫӗнче ҫӳрекен клоун шӳт тӑвать; унтан лешсем пурте йӗвен аврисене ячӗҫ, дамисем аллисене пилӗк ҫине, арҫынӗсем кӑкӑр ҫине хӗреслесе хучӗҫ, лашисем ташла-ташла чӗркуҫленчӗҫ. Ӑслӑ господасем ав, кӑшт кӑна аманнӑ пек пулнӑ та, пурӑнаҫҫӗ госпитальте, хуйхи-суйхи ҫук. Питӗ аван, унтан лайӑх пурӑнма кирлӗ те мар. — Мӗн тӑвӑн-ха, пичче сывӑ ӗнтӗ халь, — терӗ Володя, калаҫнипе те пулин хӑйӗн йывӑр шухӑшӗсене сирсе ярас тесе. Кайран вӗсем иккӗшӗ те аманни, сывмарри тата вӗсене кӑнтӑр кирли палӑрнӑ, вара вӗсем, мӗнпур ҫар ҫыннисем пекех, ӗҫсӗрскерсем, кӑнтӑралла тухса килнӗ… Ачана пӗрремӗш хут уттарнӑ чух ӑна амӑшӗ е асламӑшӗ ик енчен ҫавӑтса пынӑ пек, халӗ Мересьева Клавдия Михайловнӑпа ватӑ протезист икӗ енчен тытса тӑчӗҫ. Пурте вырнаҫса ларсан, Фока та пукан хӗррине тӗршӗнчӗ: вӑл ларнӑччӗ кӑна — алӑк чӗриклетрӗ, вара пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Сире пысӑк инкек кӗтет. Карчӑк ҫине портьера шӑтӑкӗ витер кӑна пӑхрӑм та, ҫав шӑтӑк мана Катьӑпа иксӗмӗр хушӑра мӗн пулса иртнине кӑтартакан объектив пек курӑнчӗ, мӗн палӑрасси минутсерен лайӑхланса пынӑ пек пулчӗ. — Псих. Эсӗ тӑхта-ха, вӑйпах тытмастӑп эп сана, кайса апатланар, хӑв каяс колхозсем ҫинчен каласа парӑп. Пур фронтсенче те салтаксем хушшинче Сталин килнӗ текен легендӑсем ҫӳренӗ; фронтӑн пӗр-пӗр участокӗнче мӗн тери йывӑртарах пулнӑ, ҫынсем Сталин хӑйсемпе пӗрле пулнине ҫавӑн чул ҫирӗпрех ӗненнӗ. Мӗнехчӗ вара сана? Ненко, лаши патне ҫитсен, тир сырӑшӗнчен утӑ илсе хума пӗшкӗнчӗ. Унтан вара вӗсем иккӗш те, хытхурасем ӑшне пытанкаласа, айлӑмалла, йывӑҫ тӗмисем ӑшнелле шуса кайнӑ. Ӑнланса илтӗм-илтӗмех вара вӑл епле майпа хӑйӗн ирсӗр вӑййине путсӗр меллесе икӗ хутчен те — малтан, Катя умӗнче тӳрре тухас тесе, мана ҫӑлтӑм тет, унтан вара, ман умра тӳрре тухас тесе, Катьӑна ҫӑлтӑм, тесе улталать. Корольпе майри тата король ҫуртӗнчисем пурте ман сывлӑх ҫинчен кашни кунах ыйта-ыйта пӗлетчӗҫ. Иккӗшин те ҫурӑмӗ хыҫӗнче — йывӑр кутамкка. — Мӗн сӑмахлаҫҫӗ? Каярахпа ҫеҫ ку ӗҫ ҫине эпӗ пачах урӑхла пӑхма тытӑнтӑм, Колпиковпа хирӗҫнине кӑсӑк япала вырӑнне хурса, кулса аса илекен пултӑм, маттур йӗкӗте Дубкова пӗр сӑлтавсӑрах кӳрентернӗшӗн ӳкӗнтӗм. Никонов, пуҫне сулкаласа, савӑнӑҫлӑн каларӗ: — Архиерей хӑналанӑ пекех… — Алӑкран тухнӑ ҫӗрте курсаттӑм эпӗ кӑвак куҫлӑхлӑ пӗр пупа, — терӗ жандармсенчен пӗри. Калуга кӗпӗрнинчи ял вара пачах та урӑхла, кунта нумай ҫӗрте ял йӗри-тавра вӑрман кашласа ларать; пӳртсем ирӗклӗн те тӳрӗрех лараҫҫӗ, вӗсене хӑма витнӗ; хапхисем тачӑ хупӑнса питӗрӗнеҫҫӗ, карта хыҫӗнчи ҫатан, кайса ӳксе, тулалла йӑтӑнса тухман, иртен-ҫӳрен кашни сыснана хӑнана чӗнмест… Унта, лаптак гранит чулӗ ҫинче, ҫурри сӑтӑрӑлса пӗтнӗ хайхи икӗ саспалли куҫа курӑнах кайрӗҫ, — ҫав икӗ саспалли хӑюллӑ та тӗлӗнмелле ҫулҫӳревҫӗн ячӗпе хушаматне пӗлтерекен малтанхи саспаллисем пулчӗҫ. Ҫаратрӗҫ мана хуҫасем, пурӑнас хӗрӗх ҫула вӑрларӗҫ, — хӗрӗх ҫула! — Мӗншӗн юратас мар-ха, эсӗ чӑлах мар вӗт! — тавӑрчӗ Марьяна, хӑйӗн хыткан аллисемпе Оленин аллисене кулкаласа чӑмӑртаса. Халь тата лешне ертсе килчӗ… Май килнӗ таран каярах, — акӑ хӑҫан. Вӑл мана Италишӗн асап тӳсекен ҫын вырӑнне йышӑнӗ те патриотизм ҫинчен калаҫма пуҫлӗ. Мӗн пулӗ-ха вара вӑл ҫак хӗре юратнинчен, каччи пур-ҫке унӑн? Халь ӗнтӗ ӑшӑ пулать! «Аслисем!» тесе шухӑшларӑм та эпӗ, хӗрхенсе мӗскӗн старик ҫине пӑхса илтӗм. — Эпӗ нимле ҫыру та илмен, — хирӗҫ тавӑрчӗ Инсаров, — анчах, ман шухӑшпа, мана текех кунта юлма юрамасть. Кашни чуншӑн мӗнле пек хуратӑр-ха эсир? Каллех кайнӑ, каллех Миките юр ӑшшӗн ишсе утса ҫӳренӗ. Хӑйне икӗ хутчен тӗпченӗ чухне те метис тӳрех ҫапӑҫу тухнинчен пуҫласа каласа пачӗ, малтан вилле вӑрлани ҫинчен асӑнмарӗ те, ҫавӑнпа судра та ҫав ыйтӑва тапратмалла мар турӗҫ. — Апла пулсан, сулла юсас пулать. Ҫак тӗлӗк мана хуйха ячӗ. Ермохин-ши? 1948 ҫулта вырӑссен ученӑйӗ Ю. Н. Липский Уйӑх ҫинче атмосфера пуррине сӑнаса пӗлнӗ, вӑл шутланӑ тӑрӑх, Уйӑх атмосфери Ҫӗр атмосферинчен икӗ пин хута яхӑн шӗвӗрех. Ниушлӗ илтрӗҫ? Анчах та сӑмах калаймарӗ вӑл, ун вырӑнне унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль тумламӗсем ҫеҫ йӑлтӑртатрӗҫ. «Шнэлер» тесе кӑшкӑрмалла, вӑт мӗнле! — Ун аллисене тытса тӑнӑ вӑхӑтра ҫапрӑн эс ӑна. Качча тухасси — пирӗн ирӗк мар. Хӑшпӗр чух ӑна лӑпкӑ та пысӑк хуйхӑ хупласа илетчӗ; ман ҫума пӑчӑртанса, пӗлӗт ҫинелле кӗтекен кӑвак куҫсемпе пӑхса, вӑл калатчӗ: — Кукамай ҫиенчӗк ҫӳрет, анне нихҫан та ҫиенмест, куять ҫеҫ. Унтан вӑл вакунра хӑй сасси кӑна илтӗнсе тӑнине асӑрхарӗ те, калаҫма чарӑнса, старик ҫине пӑхрӗ. Краватсем айӗпе, урайӗнче выртакан аманнисен хушшипе вӑл пайтахчен упаленсе пычӗ те часах бинтланӑ урасен хушшипе чӑмса тухрӗ: — Мӗн пирки? — асӑрханса ҫеҫ ыйтрӗ вӑл, мана паллаймасӑр тӳрех куҫӑмран пӑхса. — Ун пек пулсан та чирлемесен! Хӑшпӗр тӗлте кӑна сӑрт хушшисенче пӗчӗк тӗмескесемпе ыр шӑршӑллӑ курӑксем ҫитӗнеҫҫӗ. Манӑн куҫ умӗсем хуралчӗҫ, нимӗн курми пулчӗҫ. Прерире ҫурҫӗр енчен хуп-хура ҫавраҫил юписем ҫавӑрттарса килнӗ. Ар ҫыхӑнӑвне кӗрсе курман яш Ӑслӑх-тӑнлӑха пайӑрлать, хӗрарӑм — Вӗлерекен ӳт хапхине, ҫӗлен — Эроса. — Ну, вара мӗнле шутлатӑн? — Сирӗн вара приказчиксем ҫук-им? Юрать-и вара ҫакӑн пек кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен ҫырма? Унӑн пуҫӗ ҫук пек туйӑнать. Ыйӑх килмен чухне ҫывранҫи пулса выртасси ҫав тери ырӑ! — Сана пырать-и-мӗн вӑл? Тавҫӑрса илчӗ, тет, вара мӗскӗн панночка: амаҫури амӑшӗ тухатмӑш иккен, панночка хӗҫӗпе ҫавӑн аллине касса татнӑ-мӗн. Вӗҫӗсем койка айнелле пулнӑччӗ те, вӗсем унтан пытаннӑ ҫын урисем пек курӑнчӗҫ. — Пурӑнать. Роберт кӑвакарса кайнӑ, ҫапах та унӑн алли пӑшалне ҫирӗп тытать, вӑл кашкӑрсем килсе тапӑнасса пӗр хӑрамасӑр кӗтсе тӑрать. Офицер господасене рота шкулне кайма ыйтатӑп, — вӗҫлерӗ вӑл ҫиллессӗн. Тухса кай кунтан. Ҫаплах ӑш вӑркать те вӑркать, ура ярса пусмассеренех Степан ҫинчен шухӑшлатӑп. Повар, Павелӑн юрӑхсӑра тухнӑ атти ҫине пӑхса илчӗ те, Одарка еннелле пуҫне сулчӗ. Унӑн пӳлӗмӗнче ҫӗрле тем таранчченех хӑй ҫути пуррине, унта сӗтел ҫине пуҫӗсене пӗксе ларакан ҫынсене сахал мар курма пулнӑ. Вут хурса ӑшӑнма та ялан май килмен: пӗтӗм таврана хупласа илнӗ йӗпе ҫанталӑка хирӗҫ тӑма кӑвайт та вӑйсӑр пулнӑ. Мӗтри ыран Корчагина ертсе килет. Дубава мӗнле ҫын иккенне те ҫырса хурам. Вӑл вӑтам пӳллӗ. Вӑйлӑ, мускуллӑ. Темле тума пултарнӑ ӗнтӗ ҫакна, ҫав хӗррисем паллах мар ҫаврашкара ним сассӑр, пӗр евӗрлӗ, вӑрттӑн та хӑрушӑ пурнӑҫ, ман тӗлӗксен урса кайнӑ пӑтрашӑвӗнчен пушшех те хӑрушӑрах та асаплӑрахскер, пытанса тӑнине темшӗн пӗлнӗ тата эпӗ. Ӗҫ кунӗсемшӗн-и? Вӑл каллех трубине горизонт еннелле тӗллерӗ. Чӗтретӗп, хам ӑна кайӑр кунтан, Сталин юлташ, кунта сирӗнсӗрех вӑй ҫитерӗпӗр, мӗн тумаллине тӑвӑпӑр, эпӗ командӑсем парас тесе хӑтланмастӑп вӗт-ха, эсир те пирӗн салтаксен ӗҫне ан ҫыхланӑр… теес килет. — Ҫилленсе аппаланмӑпӑр, Раиса Александровна, — ӗнентерӳллӗн те ҫемҫен ыйтса каларӗ Ромашов. Артур часовоя ик-виҫ ыйту пачӗ, анчах часовой: «калаҫма юрамасть», — тесе тавӑрса каланӑ хыҫҫӑн, ӑна пӑхӑнса, нӳрлӗ коридорсемпе пусмасем тӑрӑх салтак хыҫӗнчен утрӗ. Халл капитан, урисене тӗреклӗн, сарлакан пусса, кимӗ сӑмсинче тӑчӗ, аллине гарпун тытрӗ. Эпӗ, вӗсен чӗлхине ӑнланаймастӑп пулин те, куратӑп: ӗҫ кунта паллӑ, расхода ярасшӑн. Кая юлчӗ… — аран калама пултарчӗ Василий Иванович. Унта хӗресленсе иртекен коридорсем, пусмасем, кавир сӑрнӑ пӳлӗмсем, пушӑ залсем, этем пурӑнман шӑплӑхлӑ галерейӑсем. Вӑл ертӳлӗх тытӑмне сыхласа хӑварас тӗллевпе пӗтересшӗн хулана. — Сывӑ-и, мучи. Каллех аптрарӑн-и? — Мӗншӗн-ха эсӗ ун ҫине ҫав тери ҫиленетӗн? — ыйтрӗ Оленин. — Василий Гусев! Эпӗ ыттисенчен сахалтарах асаплантӑм: ҫапа пуҫласанах урайне виле пек кайса ӳкрӗм. Тӑхтӑр-ха, эпӗ акӑ сире кун пек ҫеҫ мар, — хушса хучӗ вӑл, куҫне хӗссе, вара хӗрелсе кайнӑ пичӗсем ҫинче ун мӗнпур путӑкӗсем пӗр харӑс сиксе тухрӗҫ. Крыльца ҫинче Корчагин тӑрать. Кам айӑплӗ боеца, вӑл вилес умӗн турткаланса выртас мар тет пулсан? Ҫак обсерваторин астрономӗсем хӑйсен районӗсене пӗр виҫеллӗ пластинка ҫине тӗп-тӗрӗс ӳкереҫҫӗ. Гоголь каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, вӑл пӗррехинче Чичиковӑн кучерне Селифана ҫул кӑтартса яма тӑнӑ, анчах ҫулӑн сылтӑм енне сулахай енчен уйӑрса илеймесӗр пӑтрашӑнса кайнӑ та ӑншӑрта ҫакланнӑ. — Эсир йӗрӗнместӗр-и? — ыйтрӗ вӑл, хӗскӗҫсем унтах выртнӑ пулин те, Санин куркине пӳрнисемпе сахӑр ярса… Анчах революцие ку таранччен хатӗрлесе ҫитернӗ тапхӑр Хунтӑн мӗнпур укҫи-тенкине пӗтернӗ. — Аслӑ та чаплӑ Горун-аль-Рашидӑн, — тесе пуҫларӗ Паганель, — ывӑл пулнӑ. Вӑл пит телейсӗр пулнӑ. Вӑл ватӑ дервиш патне канаш ыйтма пынӑ. Ну, ку ӗнтӗ мана тӑнчах парӑнтарса илчӗ. — Танлаштартӑн тата!.. — Персе амантнӑ ӑна тискер кайӑксем, — хаяррӑн сӑмах хушрӗ Ненко, — тавах-ха турра, ытла хӑрамалли ҫук. — Пирӗн умра тата тепӗр каҫ… Пан улпутсем сехӗрленсе каласа панӑ тӑрӑх, Гарибальди шуйттанпа туслашнӑ пулать те папӑна та ним вырӑнне хуман-мӗн. Ман ҫамрӑк тусӑм лайӑх перет, тӳррипе каласан, вӑл хӑйне евӗр маттур ача. Анне, хӑй качча тухнӑ хыҫҫӑн, ҫирӗм ҫул хушши ӗҫленӗшӗн тата хӑйне парӑнса пурӑннӑшӑн ырлӑхпа тав тӑвас шутпа Наталья Савишнӑна чӗнсе илет те, хӑй ӑна мӗн тери тав туни, юратни ҫинчен чи ҫепӗҫ сӑмахсемпе каласа, Наталья Савишнӑна ирӗклӗх парасси ҫинчен ҫырнӑ герблӑ хут листи тыттарать, малашне вӑл пирӗн ҫуртра ӗҫлесен те, ӗҫлемесен те ҫулсеренех виҫҫӗршер тенкӗ пенси илсе тӑрассине пӗлтерет. Алексей, типпӗн ӳсӗркелесе, темӗн пуласса кӗтнӗ пек, мӑйне тӑса-тӑса хула еннелле пӑхса ларать. Ҫук, апла тумасть вӑл! Николай Антоныч ҫаплах пӑхса тӑчӗ. Вӗсем хӑйсен сӑмсисене чӑсаҫҫӗ, эпӗ вилни пирки вӗсем ӗнтӗ ним те иккӗленмеҫҫӗ темелле!.. Ӗҫсем чӑнахах ҫакӑн пек пулса тӑнӑ пирки иккӗленсе тӑмалли те ҫук. — Аю! — хирӗҫ сасӑ илтӗнчӗ вите вӗҫӗнчен. Вӑл яланхи пекех ирӗклӗн, хӑйне хӑй ирӗксӗрлемесӗр калать: — Эпӗ ҫав чипер мар ӗҫ ҫинчен Генри Пойндекстер ҫухалсан иккӗмӗш кунне тин илтрӗм. Хальхинче вӑй илнӗ ҫил ҫекундра ҫирӗм сакӑр метр вӗҫтерет: вӑл хушӑксенче уласа йӗрет, шӑхӑрать. Ҫавӑн пек пулӗ, асту эпӗ каланине! Макар та унран ҫамрӑк, хытӑ чупакан ҫын тарчӗ, тет. Августӑн 16-мӗшӗ, вырсарникун. — Мана урӑхла пек туйӑнать — Франци аллинче пек. — Франци аллинче? — тесе куҫне чарса пӑрахрӗ пӗчӗк ача. Яков пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗ; унтан сасартӑк пӳрнисем питӗ хӑвӑрттӑн хускалма пуҫларӗҫ, улпут хушнисене итленӗ чух сӑнӗнче палӑрнӑ тӑмсайла пӑхӑнма хатӗрлӗхе уншӑн уйрӑмлӑх пулса тӑракан чеелӗхпе улӑштарса, вӑл шута хӑй ҫывӑхне туртса илчӗ те калаҫма пуҫларӗ: – Ирӗк парсамӑр сире пӗлтерме, Петр Александрович, кирек те мӗн калар, анчах Совета вӑхӑтра тӳлеме май ҫук. Ҫынӗ вилет пулсан, кам мӗнле шухӑшлӑ пулнине суйласа тӑмастӑн…. Буг хӗрринчи ҫапӑҫура вӑл иккӗмӗш машинине ҫухатнӑ, аманнӑ, ҫавӑнтах виҫҫӗмӗш машина ҫине куҫса ларса вилнӗ командир вырӑнне йышӑннӑ та ротӑпа командовать тума тытӑннӑ. Пӗрремӗш телеграмминче ҫапла ҫырнӑ: «Ҫул майӗпе паян вун икӗ сехетрен пуҫласа виҫӗ сехет ирччен сирӗн патӑрта пулатӑп пӑнчӑ Хулари хваттерте кӗтӗр аҫу». Андрий ури-аллипе пӗр хускалмасӑр тӑнӑ хушӑра та питех те ирӗккӗн тӑнӑ пек курӑнать, ялкӑшса тӑракан куҫӗсем пӗр вылямасӑр тинкерсе пӑхаҫҫӗ, куҫхаршисем пӗкӗ пек авӑнчӑк, хӗп-хӗрлӗ тутисем вут пек ҫунаҫҫӗ, тин шӑтма пуҫланӑ хура мӑйӑхӗ пурҫӑн пек ҫуталса тӑрать. Ҫапах та ҫакна ҫирӗп туйса илчӗ: Кондратько вӑрлӑхлӑх тырӑ пуҫтарса ҫитерес кампанин планне, тӗпрен илсен, тӗрӗс кӑтартса парать. Кӗҫех акӑ виле ҫинче ларакансем хускалма тытӑнаҫҫӗ, сисеймӗн те, ярса тытӗҫ, аллӑмри ултӑ пинӗ-мӗнӗпех ҫакланӑп, мана никам та вӑл укҫашӑн ӑшталанма хушман-ҫке. Юлашкинчен, Капендюхин тарӑхса оратора кӑшкӑрса ячӗ: — Пӑрах-ха ун патӗнче кӗлӗ кӗллеме, ав унӑн хӑлхисем те кӑвакарсах кайнӑ. — Халь вара… халь манӑн кунтан тухса каяс пулать. «Эпӗ ӑнланмастӑп, мӗнле шӳт тӑвас килет сирӗн», терӗ вӑл чӗререн: «курмастӑр-им вара, манӑн шӑп кӑна табак шӑршламалли япала ҫук? Мӗнле пурӑнаҫҫӗ вӗсем? Эпӗ мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑ кӑшкӑрса калама тӑрӑшрӑм, темиҫе чӗлхепе те каларӑм; вӑл та хӑй хӑлхине час-часах ман пата ик ярд таран ҫывхарта-ҫывхарта итлерӗ. Анчах ҫаксем пурте кӑлӑхах пулчӗҫ: эпир пӗрне пӗри ним те ӑнланаймарӑмӑр. — Хӑравҫӑсем! — тесе кӑшкӑрса юлчӗ Паганель. Вӑл ҫав тӗрексене палӑртса тӑрать. Вӑл ҫавсене саккун йӗркипе ҫирӗплетет. Ҫапла, эпӗ ӑна пӗлетӗп, анчах вӑл мӗншӗн ҫак териех латсӑр, ют, ӑнланмалла марскер маншӑн? Эпӗ пурне те каларӑм. Ҫурҫӗр иртсен пӗр сехет тӗлнелле ҫил, малтан ӑнсӑртран вӗҫсе килнӗ пекех, сасартӑк чарӑнчӗ, вара ҫулҫӳревҫӗсем те канлӗ ыйхӑпа ҫывӑрчӗҫ. Тепӗр ирхине лайӑх каннӑ хыҫҫӑн пурте хаваслӑ тӑчӗҫ, уйрӑммӑнах Паганель хаваслӑ пулчӗ, вӑл сыпӑсенчи шӑмӗсене шатӑртаттарсах анчӑк ҫури пек карӑна-карӑна илчӗ. Калаҫас килетчӗ те, каҫчен тӑхтас пулать ӗнтӗ! — Кушаксемпе халӗ ӗнтӗ ӗмӗрлӗхех сывпуллаш! Катяпа чухне Аркадий пачах урӑхла, килти пекех пулнӑ. Таса сывлӑшсене ҫырлахтарас тесе, халех ун пуҫне ҫӗре ҫапса ҫӗмӗрессӗн туйӑнчӗ! «Эпӗ хатӗр! — терӗ тимӗрҫӗ. — Ырӑ государь, эпӗ тӗлӗнетӗп… эсир хӑвӑр вырӑнӑра пӗлме кирлӗ пек туйӑнать мана. Темле Бойчо Огнянов вӑл, — терӗ Стефчов, — вӑл та мана ҫав йӑвари кайӑках туйӑнать. Вӑл ҫаплах, анчах вӑл нимӗнех те пӗлтермест-ха. Пӗрремӗш хут вӗсем пӗлӗт ҫинчи ҫутӑсен ҫулталӑк хушшинчи шутне пӑтраштарнӑ. — Тен, шухӑшлатӑп, тен, шухӑшламастӑп, — тетӗп эпӗ. Салара каҫса кайсах йытӑсем вӗрсе ӳлеҫҫӗ, — вӗсем ӳлени те пулмасан, хӑвна ху никам курӑнман утрав ҫинче пурӑннӑ пекех туйӑнмалла. Ерофей Кузьмич ҫавӑнтах, Квейс умӗнче тӑнӑ ҫӗртех, халиччен хӑнӑхнӑ пек, ҫирӗп шухӑш тытрӗ: кирек мӗнле пулсан та ҫав пӗтӗм яла ҫаратса каякан налога пуҫтармастӑп, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Акӑ, тӑватӑ лаша кӳлнӗ почта кӳми пире хирӗҫ вӗҫтерсе килет. Эсӗ, вӗсене хак пама ҫук ҫынсем тесе, чӑн калатӑн, Токарев. — Саккони ыйту парсаччӗ сире, — терӗ Мартини ҫилленерех. Халӗ ӗнтӗ вӑл пӑшалсем унӑн пулнӑ. Вӗсем тӗлӗкре сурса хумалли япала ҫеҫ курччӑр», хыттӑн ӳкӗтлерӗ мӗскӗн Янкель. Вӗсем шӑплансан, Костя каласа пӗтерчӗ: — Ак ҫак шӑшисен пек. — Тата мӗн? Ан тив, ан йӗччӗрех ун пирки. Сердюк Америкӑра пулнӑ? Кунта кил-ха! — тесе кӑшкӑрчӗ. — Вырттӑрах ирччен, вӑл чӗрӗ чухне те никама та кансӗрлемен… Юлашкинчен, ун ячӗпе Нью-Йоркран ҫыру килчӗ. — Америка почти маркипе. Анчах нимӗн хӗрхенӳсӗр те хаяр аҫу ирӗкӗнчен мӗнле хӑтарма пултарӑп-ши эпӗ? — Чим-ха, тытӑнасса ку — эсир Софья Павловна каясси ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн тытӑнчӗ вӗт-ха, — вӑраххӑн та сассӑррӑн каласа пӗтернӗ Фома. — Ҫапла, грамота ярса пачӗҫ, агроном тата манӑн гарновка — тулӑ кӗлтине влаҫсене кӑтартмашкӑн Ростова илсе кайса пачӗ, — мухтансах малалла каларӗ Яков Лукич. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗрнӗ шӑнӑрсенчен ҫӗмрен кантрине ҫыхса унӑн йӗпписене тӑвасси кӑна юлнӑ. Ҫӗмрен йӗпписем валли старик ҫирӗп йывӑҫ илнӗ; вӗсен вӗҫӗсене лартмалли тимӗрсене вӑл шурӑ ӳтлӗ сутӑҫсенчен туяннӑ, йӗпсен хӳрисем вырӑнне кайӑк хӳрисен тӗкӗсене лартнӑ. Анчах манах хӑй кисть тытма тивӗҫсӗр пулни ҫинчен, унӑн кисчӗ таса марри ҫинчен, унӑн ҫак ӗҫе тытӑниччен малтан турра кӗлтуса тата нумай асап тӳссе хӑйӗн чунне тасатмалли ҫинчен каласа панӑ. Ӑна ирӗксӗрлесшӗн пулман. Козаксем хускалнине хулара та сисрӗҫ. Анчах вӑл хӑй выҫҫине кӑна туять, хӑйӗн канӑҫсӑр ыйӑхӗнче те ӗҫкӗ-ҫикӗпе тӗрлӗрен апат-ҫимӗҫсем ҫеҫ курать. — Э, Иван Павлыч-и? Вӑл темле урӑхла, таса, ҫӗнӗ юрату ҫинчен ӗмӗтленет ӗнтӗ, теттӗм эпӗ. — Кунта вилнӗ ҫын та калаҫма тытӑннӑ пулӗччӗ-и тен, — терӗ вӑл нишлӗн сывласа, унтан шӗлепкине илме туртӑнчӗ. Эпӗ тӑхӑр ҫула ҫитсенех вӑл мана художество академине вырнаҫтарчӗ те, хӑйӗн парӑмӗсене тӳлесе татса, пӗр мӑнастыре кайса манаха тухрӗ. Сехӗрленсе ҫитнӗ халӑх выльӑх пек шӑпланчӗ. Халь, Мункун утравне курнӑранпа, вӑл хӑйсем ӑҫта пулнине тӗрӗс пӗлет, карап ҫинче хӑй хуҫа иккенне, ӑна хӑрушсӑр гаване чиперех илсе ҫитерессе ҫӗнӗ вӑйпа ӗненет. Давыдов, асӑрхаттарса, аллине ҫӗклерӗ: — Тӑхта-ха эсӗ, Устин! Прилив ирпе вунӑ сехетре пуҫланчӗ, ҫавӑнпа та сулӑ прилив чарӑниччен кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре ҫыран хӗррине ҫитессе шанма пулать. Ӑнланман пек юри турӗ-и вӑл е чӑнах та ӑнланмарӗ-и, анчах вӑл кӳренчӗ те ҫиленсе кайрӗ. Урайӗнче ӗнтӗ ҫав тери чӑкраш, аманнӑ мӗскӗнсем пӗр-пӗрин ҫумне сӗртӗнсе пӗр-пӗрин юнӗпе вараланса пӗтнӗ. Чуб ҫурӑмне хыҫкаларӗ те тӗпӗр еннелле уттара пачӗ. Куҫҫульпе йӗпеннӗ карточка ҫинче — ҫар тумӗллӗ Гусев, — пустав шлем, кӑкӑрӗ ҫинче — пиҫиххи, пӗр алли — шашка тыткӑчӗ ҫинче, тепринче — револьвер, хыҫалта вара — сирпӗнекен гранатӑсем; ҫырса алӑ пуснӑ: «Селӗм Ихошкӑна яланлӑхах асра тытмалӑх». Тен, пирӗн хушӑмӑрта тем ҫӳллӗш уйрӑмлӑх ӳссе тӑнӑ пуль, тен, ун урлӑ, ӑмӑрт-кайӑк вӗҫсе каҫма мар, шуйттан та сиксе каҫаймасть пуль?.. Анчах хуҫа арӑмӗ ҫиленсе тарӑхса кайса кӑшкӑратчӗ: — Эй турӑ, кам вара залра ӗҫлесе хӑтланать? Эхер ҫав ҫиленсе ҫӳрекен, тытӑнчӑклӑ калаҫакан тата пурне те пӑсакан йӑлӑхтармӑш Петр Васильевич ҫук-тӑк, пушшех хаваслӑрах пулмаллаччӗ, терӗ Любочка. Вилме шухӑшламастӑп та тесшӗнччӗ эпӗ, пурӑнасшӑн тесшӗнччӗ, анчах вӑл ҫавӑнтах ман ҫӑвара хӑй аллипе хупларӗ, кӗсйинчен хӑвӑрт кӑна тутӑрне кӑларчӗ те ман пит-куҫӑма, сӑмсама шӑлса илчӗ. — Лар ҫакӑнта, эпӗ халех кайса килетӗп, мучие ҫеҫ кӑтартатӑп. Рада вӗсен юн юхнине те, вӗсем ҫӗрелле мӗнле ӳкнине те, вилӗм мӗнле хӑрушӑ иккенне те хӑй курса тӑчӗ, вӑл хӑй те ҫав тери хӑраса кайрӗ. — Мӗнле аван каларӑр эсир кӑна! — терӗ вӑл. Хулара ӑна пысӑк хакпа туяннӑ пулӗччӗҫ. — Питӗ лайӑх, савнӑ чунӑм; эпӗ яланах лайӑх сывлӑхлӑ пулнине пӗлетӗр пулас, — терӗ кукамай, атте ыйтӑвӗ ҫав тери тӗлсӗр те кӳрентерӳллӗ пулнӑ пек кӑтартакан сасӑпа. — Ха-а? Эсӗ, ваше благороди, хӑвӑн ӗҫне ту, анчах эпир хамӑр ӗҫе тӑвӑпӑр, тенӗ пек пулчӗ ӗнтӗ. Вӗсем карта ҫине, кушак шӑши ҫине сиксе ӳкнӗ пек, сиксе ӳкрӗҫ. Ҫав тери хытӑ кӗҫӗтнӗрен куҫран куҫҫуль тапса тухрӗ, пурпӗр хыҫма хӑрарӑм. — Пӑх-ха эсӗ, «максима» епле хуҫалла сыхласа усранӑ вӗсем: пӗр тутӑх та, пӗр пӑнчӑ та ҫук, ленттине хуть халех кӗртсе ларт! Суккӑрсем ҫул ҫине тухсанах хыҫалта, чул сарнӑ ҫул ҫинче, лаша ури сасси тата шинӑланӑ кустӑрма тӑкӑртаттарни илтӗнчӗ, вара вӗсем сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ. Пӑван падре ҫавӑн пек асапланать пулӗ тесе шухӑшламанччӗ. — Мӗнле халӑх? — сӳрӗккӗн интересленчӗ Корытов, карттӑ ҫинчи кирлӗ вырӑна шыраса тупаймасӑр. — Хӑйӗн айӑпӗ. Мӗншӗн? — тӗлӗннӗ Фома. — Ӑнланаймастӑп… — Мӗн усси пур тупа тунисенчен? — Шанчӑксӑр тетӗн-и! — тесе хирӗҫлерӗ Паганель. Хыҫалтан ӑна Петя Уралец ярса тытрӗ те, темскер кӑшкӑрса, тупӑ патӗнчен вӑйпах аяккалла туртрӗ. Хӗрсе кайнӑ хурахсем, ҫав самантпа усӑ курса, салтаксене хӗстерме, каялла хӑвалама тытӑнчӗҫ. Вӗсене канава хӑваласа антарчӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсен хӗҫпӑшалсем ҫителӗклӗ пулчӗҫ. Унтанпа ӗнтӗ вӑхӑт нумай иртнӗ: вӑл ют патшалӑхра та пулнӑ, унта темскер вӗренсе пурӑннӑ, — халӗ мӗнле-ши вӑл? Ҫук. — Мӗскер шӑлйӗретӗн? Ахӑртнех, Лушка кӗске вӑхӑтрах Давыдовӑн юрату тертне тӳссе курман уҫӑ чӗрине тӳрӗ сукмак тупнӑ пулмалла… — Генерал патне кай эсӗ, кинеми, — терӗ Непшитшетски поручик, карчӑка ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илсе, — чӑнах ара! Ӗнтӗ чул ту патнелле ҫывхарса ҫитет. Вӑл атте чирленӗ тесе кӑна каларӗ, анчах та каҫхине, чиркӗве кайсан, эпӗ хамӑн атте вилнине тавҫӑрса илтӗм. Старике текех кӗтесри чӳречерен ҫурҫӗр тӗлӗнче ҫутӑ йӗр курӑнми пулчӗ, амӑшӗ Тая куҫӗсенче темӗнле пытанчӑк савӑнӑҫ пуррине асӑрхама пуҫларӗ. — Кунта пар чечекӳсене! Ҫав виҫҫӗмӗш карта варринче чылаях анлӑ ҫӗр ҫинче маориецсен пӗр хӗрӗхе яхӑн ҫурчӗсем йӗркерен ларса тухнӑ. — Хаклӑ мистер Стумп, виски ахаль ӗҫме юрамасть вӗт, вӑл сирӗн пӗтӗм пырӑра ҫунтарса ярӗ. Ҫынпа танлаштарсан эсӗ столяра платникпе танлаштарни пекех. — Иван Павлыч! Грассини хӑнасене калама ҫук чаплӑ йышӑннӑ пек турӗ. Джеммӑна курсан, унӑн пичӗ куҫӗ савӑннӑ пек пулса кайрӗ. Ав мӗнле вӑл… мӗлтлетет. Паттюшка тӑванӑм, хуть эсӗ мӗнле те пулин пулӑшсамччӗ пире, намӑслантарсам ӑна, ҫав тӑранман вар-хырӑма. Мӗшӗлтетсе тӑрас пулсан, ват супнӑ хӑваласа ҫитет, вара йӑлтах пӗтсе ларӗ. Мана хӑйӗн питех те паллӑ вырӑн йышӑнса тӑракан чаплӑран та чаплӑ изобретенийӗн вӑрттӑнлӑхӗсем ҫинчен ӑнлантарса панишӗн ҫак паллӑ ученӑя эпӗ пӗтӗм чун-чӗререн тав турӑм, хамӑн тӑван ҫӗршывӑма каялла таврӑнмашкӑн телейлӗ вӑхӑт ҫитсен, ҫак тӗлӗнмелле машинӑна шухӑшласа кӑларакан ҫак пӗртен-пӗр ученӑя тивӗҫлипех мухтаса хаклама сӑмах патӑм. Эпӗ унтан хӑйӗн машинине ӳкерсе илмешкӗн ирӗк пама ыйтрӑм. Кунта кӗсел пек ҫемҫе пулма кирлӗ мар. Эпӗ ӑна Акулина Памфиловнӑна вӑрттӑн чӗнсе тухма ятӑм. Куҫӗсем ҫине лампа ҫути ӳкесрен аллисене ҫӗклесе, вӑл тӗттӗмелле пӑхса илчӗ. Эпӗ тарӑхса кайса, хам офицер тата дворянин пулнӑ май, Пугачев патне нимӗнле службӑна кӗме те тата вӑл хушнине тума та пултарманни ҫинчен каласа патӑм. Ӑнланатӑн-и? Яланхи пекех, салху, хутахай, ҫарти пек тирпейлӗ тумланнипе кӑштах мухтаннӑ пек, вӑл Разметнова сӑмах чӗнмесӗр алӑ пачӗ те, пуҫне сӗлтсе, урамран тухса каякан лав ҫине кӑтартрӗ: — Куртӑн-и, мӗнле пулса кайнӑ Давыдов юлташ? — Том, Том, эпир пӗтрӗмӗр. Пӗтрӗмӗр! — Джемма ӗҫ лайӑх «пуҫланнӑшӑн» хавасланнӑ, ӑна чӑтӑмлӑ пулма хушнӑ тата, килте пурте сывӑ, эсӗ халех таврӑнассине кӗтсе савӑнаҫҫӗ, тенӗ. Инвалидсенчен пӗри унӑн аллисене тытса хӑйӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине хунӑ хыҫҫӑн, Юлай саламат илсе пӗрре сулса ярсассӑнах, башкир тилмӗрекен имшер сасӑпа йынӑшса ячӗ, пуҫӗпе сулса ҫӑварне уҫса кӑтартрӗ, ҫӑварӗнче чӗлхе вырӑнне пуклак кӗске татӑк ҫеҫ вылянса тӑрать. Ҫак ӗҫ манӑн ӗмӗрте пулса иртнине тата халӗ ӗнтӗ эпӗ император Александр йӑвашшӑн патшара ларнӑ вӑхӑтра пурӑннине аса илетӗп те ҫутта кӑларас ӗҫпе ҫынна хӗрхенес йӗрке ӑнӑҫлӑн сарӑлса пынинчен тӗлӗнсе ҫеҫ тӑратӑп. Ҫамрӑк ҫыннӑм, манӑн алҫырӑвӗсем санӑн аллуна лексессӗн, астуса ил: аванрах та аван тата тӗплӗ улшӑнусем вӗсем —вӑйпа ҫӗмӗрттерсе улӑштарнинчен мар, — этем ӑсхакӑлӗ те йӑлисем аванланнинчен кӑна килеҫҫӗ. Вӗсем ахаль, вылясах укҫа тупма пулать теҫҫӗ пуль. Эвелина хӑйӗн аллисене унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те ыйтрӗ: — Кала мана, Петр, мӗн пулчӗ сана? Пӗр-пӗрне куҫӗсемпе виҫсе, вӗсем чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Анчах вӗсем те, ун йышши ытти чӗрчунсем те, тӗрӗссипе инстинкта ҫеҫ пӑхӑнаҫҫӗ. «Хамах ҫитетӗп!» тенӗ вӑл. Есаул господин, сире Новороссийскра е, калӑпӑр, Мускавра генерал-майор чинӗнче курасса шанатӑп. Ҫӗнӗ хула, Соацера, ҫак ишӗлчӗксенчен анӑҫарах, йӑлтӑркка кӳлӗ леш енче пуҫланать. Ырӑ кӑмӑллӑ Гейка каларӗ вӗт-ха, хӑй мӗншӗн макӑрнине каламан хӗрачана куртӑм, терӗ. Шӑпах ҫав хӗрача ӗнтӗ. Ун ӑшӗнче парашют пурҫӑнӗнчен тунӑ темиҫе тӗрленӗ сӑмса тутри, табак хутаҫҫи (ун ҫине вӗҫсе пыракан самолёт туса хунӑ), пуҫ тури, «Магнолия» текен одеколон тата пӗр катӑк пит супӑнӗ пулнӑ. — Бей-эфенди, чим-ха… Эсӗ пирӗн капитан мар ӗнтӗ. Эпир улттӑн, вӗсем те улттӑн, халӗ акӑ вӗсен шӑммисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Эпир сарлака та аслӑ хула тӑрӑх, аслӑ Нева хӗррипе ҫӳретпӗр. Петька, Ленинградра хӑйне килти пекех тытаканскер, мана пӑхӑр юланутҫӑ ҫинчен каласа парать. Эпӗ «илӗҫ-ши, илмӗҫ-ши?» тесе шухӑшлатӑп. — Ҫапла, хӗрӳ пулчӗ, — терӗ Михайлов. Вӑл хӑй ҫав каҫхине, бастиона кайнӑ чух, траншея тӑрӑх мӗн тери мӗскӗннӗн хутланса утнине, хӗҫне выляткаласа, паттӑрӑн утса пыракан Калугина тӗл пулнине хурланса аса илчӗ. Халӗ ҫеҫ ҫуралнӑ ачана тыткаланӑ пек асӑрханса, Алексее ҫунашка ҫине вырттарчӗ те тилхепепе ҫыхкаларӗ, унтан кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те кивӗ аҫамне хывса Алексейӗн пуҫӗ айне хуҫлатса хучӗ. Ирхине виҫӗ сехет. Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан хӗрарӑмсем хӑранипе аяккинелле тарчӗҫ. Эпир унӑн кукӑлӗсемшӗнех хамӑр тухса каяссине тепӗр куна хӑвартӑмӑр. Эпӗр ӑна ҫав ыйтӑвах патӑмӑр. Вӑл, Силвио нимӗнле хыпар та ямарӗ-ха, тесе пӗлтерчӗ. — Джемма! Лушка Нагульнова-и е саншӑн ҫунакан Варька Харламова-и?! Халӗ манӑн унта никам та юлман. — Вӑл хаҫата вуланӑ-и эсир? — Хӑвӑр пурнӑҫӑра эсир масар ҫине каяс вӑхӑтченех палӑртса хунӑ теме пулать. — Петя Уралец Волошин блиндажӗ еннелле кӑтартрӗ те курӑк тӗркипе суллакаласа малалла каларӗ: — Майор сиксе тухрӗ те, пуҫларӗ хайхи хӑтӑрма: «Кам печӗ? — Э-э, ку мана пӗрре те пӑшӑрхантармасть. Мӗскӗн старикӗн чунне кампа йӑпатмалла-ха ӗнтӗ? Ерипен ҫеҫ нар ҫинчен тӑрса, вӑл шӑши куҫ лампин хӑюне тӳрлетрӗ, вучахха вут чӗртсе ячӗ. Эпир пӗр «Коnqеns №4 е-Тоrs» ятлӑ тӗрӗс мар формӑллӑ площаде пытӑмӑр: кунта малти урапи ҫине вырнаҫтарса лартнӑ никама та кирлӗ мар икӗ пӗчӗк тупӑ ҫумӗнче хурал тӑнине куртӑмӑр. Ҫуркунне ӗнтӗ халь катаран кӑна пӑхса кулман, вӑл ҫак сӗм вӑрмана та ҫитсе кӗнӗ. Тен, манса кайӗҫ. Анчах та пирӗн ӗҫ — политикӑлла ӗҫ вӗт: паян Локтев — тус, — ыран — ҫав тери усал тӑшман. Телей нумай пулсан — вӑл йӳнӗ вара… — Мӗскер пулсан та ҫутӑличчен тытӑнса тӑрас пулать, — терӗ вӑл. Мана пӗртте лайӑх мар, тата палламан ҫын хӑй те шикленнине туйсан кӑштах хӑрушӑ та пулчӗ. Кӑшт инҫетерех, чакӑл ту хысакӗ хыҫӗнчен, тепӗр карапӑн арканнӑ ҫунатти тӑртанса тӑрать. Инкеке кӗтсе илме хатӗрленсе, вӑл ура ҫине тӑчӗ те балкон ҫине сиксе тухрӗ; унтан пӗтӗм килхушши курӑнать. Негоро та темшӗн питӗ тимлӗ пӑхрӗ ун ҫине. — Ака мӗншӗн, ыран эпир шывсӑр юлатпӑр, — терӗм. Мӗн тумалла? — Гекльберри Финн, питех те тӗлӗнмелле! — Илтетӗр-и: хуть те мӗн пулсан та. Fremden-Loge! Тахҫан кунта сукмаксем пулнӑ, халь вара вӗсем, туземецсем калашле, «вилнӗ», урӑхла каласан, ӑна йӗплӗ тӗмсемпе лианӑсем хупласа хунӑ. Ушкӑн пӗр мильӑна яхӑн витӗр тухма ҫук чӑтлӑхпа аран-аран пычӗ. Малтанлӑха тусем Оленина тӗлӗнтерчӗҫ кӑна, унтан савӑнтарчӗҫ, пыра киле вара ҫак ытти хура тусенчен мар, текех ҫеҫенхиртен ҫӗкленсе хӑпаракан тата аяккалла чупакан юрлӑ тусен сӑнчӑрӗ ҫине ытларах та ытларах тинкерсе пӑхса пынӑҫем, майӗпенех вӑл ҫакӑ мӗн тери илемлине тавҫӑра пуҫларӗ, ту тени мӗн иккенне ӑнланса илчӗ. Пӑван уҫӑлса ҫӳреме те тухасшӑн пулчӗ, анчах Риккардо кулса: сирӗн ӗнтӗ уҫӑлма халех Фьезолене ҫитиччен каймалла мар-и? — тесе ыйтрӗ. — Сывах-и? Чӑнласах та, унччен эпӗ нихҫан та ҫавӑн чухнехи пек нумай калаҫман, ӗҫмен, кулман! Халлӗхе вӑл — тискер кайӑк, анчах ҫак пурнӑҫ уншӑн читлӗх пулма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ; вӑл сывлӑхлӑ, вӑл сарлака сулӑма юратать, — анчах ӑна хӗсӗк. — Ак ӗнтӗ тата! — кӑшкӑрса илнӗ Игнат. Анчах Тихон:— Эсӗ ӑна йытӑ ҫурине вӗлернӗ пек вӗлертӗн. Тельмарш тата ҫывӑхарах пычӗ. Хамӑн ҫемье пулманшӑн мӗнле тав турӑм пуль эпӗ турра! Тавӑрӑнсан эпӗ выртрӑм та пуҫӑма халиччен курман-илтмен шухӑшсем кӗрсе капланнипе питех те хытӑ ҫывӑрса кайнӑ. — Джим! — кӑшкӑратӑп хайхи. Илтнӗ-и эсӗ, студентсем пӑлханаҫҫӗ тет, — чӑнах-и? Салфеткӑсем пулман, кашӑкӗсем шуҫран тата йывӑҫран тунӑскерсем, стакан иккӗ ҫеҫ, сӗтелӗ ҫинче мӗн пурри те пӗр графин шыв кӑна, графинӗ тӗксӗмрехскер, тути катӑк ун; анчах та апат ҫиме кичем пулман: калаҫу пӗр самантлӑха та лӑпланман. — Ку мӗн тата? — хуллен ыйтрӗ Ольга. Костьӑн сӑн-пичӗ тӑруках ҫав тери улшӑнса кайни Лозневоя тӗлӗнтерчӗ. Мӗншӗн-ха сулӑмне тӳрех илмелле мар, чукмар тытас та пуҫӗсем урлӑ пӗррех сулса ярас. Клещовӗ пурин ҫине те арӑш-пирӗшленсе тӑракан хӗрлӗ куҫ харшийӗсем айӗнчен пӑхса, трактир хуҫине лапкӑн та ҫепӗҫӗн калатчӗ: — Пустуй хӑтланатӑр эсир. «Сунарҫӑсем, — тӗшмӗртрӗ мелник, йытӑ вӗрнине илтсе. Эпӗ, вӑл пуҫне ҫӗклеменнипе усӑ курса, ӑна малтанах вӑрттӑн, унтан хӑюлланнӑҫемӗн хӑюлланса сӑнама тытӑнтӑм. — Ну, пиллӗк ҫурӑ пултӑр. Катя мана хваттерне кӑтартрӗ. Ҫавӑн чухне унӑн чирӗ чӗри патнех ҫитрӗ, шеремет чун ҫав тери асапланни куҫӗнченех курӑнчӗ; минтерсем ҫине йӑванса кайрӗ, шӑлӗсемпе тӳшек ҫиттине ҫыртса лартрӗ; куҫҫулӗ, улпутӑмҫӑм, чарӑнмасӑр юхрӗ. Туратлӑ пӗрене сасартӑк шӑмпӑлт! турӗ те, каллех шыва пӳлсе, пирӗн ҫыран еннелле ишме пуҫларӗ. — Пуҫланӑ пичкерен тултар, пепкем. Таврари ҫынсен ун пирки шиклӗ шухӑшсем пулма пултарайман. Эпӗ ӑна вӑл вилменни, ӑна хӑвӑрт пулӑшмалли каретӑпа больницӑна ӑсатни, кирлӗ пулсан, пуриншӗн те хамах тӳлеме пултарни ҫинчен каласа патӑм. Сик! Ыйхӑран вӑраннӑ вӑрманта, инҫетрех мар, Терек кӗрлесе юхать. Ире кӗтсе, пур енчен те фазансем пӗр-пӗрне сас парса кӑлтӑртатаҫҫӗ. Ҫак ҫынсене эпӗ вӗсем пӗр-пӗринпе питех те килӗштерсе пурӑннишӗн чӗреренех ырларӑм. Цезарь мана вӑл хӑй пурӑннӑ вӑхӑтра хӑй тунӑ чаплӑ хисеплӗ ӗҫӗсем хӑйне вӗлернӗ ҫын тунӑ ӗҫсенчен каярах шутланни ҫинчен каласа пачӗ. А судьясем ҫине суратӑп эпӗ. — Нимех те мар, тӑванӑм! Унтан сасартӑк шӑппӑн калаҫма тытӑнчӗ: — Ҫамрӑк, хавшак вӑйлӑ эпӗ — акӑ мӗн! Ларма тухнӑ хӗрарӑмсем пек. Тата вӑй ҫук, — терӗ Иван, витӗнкӗҫне янахӗ патнелле туртса, куҫне вӑйлӑ ҫутӑ ҫине пӑхнӑ пек хӗссе. Хутаҫ ҫӗкленӗ хӗрсем ушкӑнӗпех Чуб пӳртне кӗрсе тулчӗҫ те Оксанӑна хупӑрласа илчӗҫ. — Мӗншӗн килтен эс кунта? Анчах Африкӑри нумай йӑхсен йӑлипе, йӑх ҫулпуҫӗ вилсенех, унти ҫынсем хӑйсен пӳрчӗсене пӑрахаҫҫӗ те урӑх ҫӗрте ҫӗнӗ тӑваҫҫӗ. Аялта, ҫав ешерсе выртакан ту хӗррисем, малалла тинӗс е пысӑк кӳлӗ хумӗсем ҫинелле кӗрсе ҫухалаҫҫӗ. Ҫак, юмахри пек ҫӗршыв, ик-виҫӗ миль тӑршшӗ пӗр утрав пулса тӑрать. «Эпӗ тепӗр пилӗк ҫултан». Пурте тем кӗтнӗ пек хытса тӑчӗҫ. Тепӗр чухне Володя ман шухӑшсене сиснӗн, анчах та ӑна манран юриех пытарнӑн туйӑнатчӗ, ҫакӑ пуринчен ытла асаплантарать мана. Ҫамрӑк капитан чи малтан кӑмрӑк хумалли вырӑнсене аслатма шутларӗ; кӑмрӑк таврашне ҫул ҫинче тупма йывӑр, ҫавӑнпа вӑл ӑна ытларах хатӗрлесе хурасшӑн. Сывлӑш сийӗ пӗтсе пырать. Анчах, ӗнен мана, ырӑ ӗҫ туни ҫынна мӗнле те пулин усӑ кӳнине эпӗ пӗрре те курман. Эсӗ пач та шута ан ил ӑна. — Апла пулсан эппин текех чарса та тӑмастӑп, — терӗ хутне кӗресшӗн пулнӑ тухтӑр. Мӗн каларӗ сире ҫав ирсӗр? — тесе ыйтрӗ. Вӑл ҫакна тӗпе хурать: пур нацисемпе расӑсем те, — вӗсен ӗлӗкхипе хальхи пурнӑҫне пӑхмасӑр, вӗсем вӑйлине е вӑйсӑррине пӑхмасӑр, — обществӑри хуҫалӑхлӑ, обществӑллӑ, патшалӑхлӑ тата культурӑллӑ пурнӑҫӑн пур сферисенче те пӗр пек правасемпе усӑ курмалла. Эпӗ чӑтаймарӑм. Эпӗ, сире пӗлтерем-ха акӑ, учитель мар, кондитор пулма хатӗрленнӗччӗ те, анчах мана сирӗн ҫӗршывӑрта учитель званийӗ тупӑшлӑрах, терӗҫ… Вӑл аллисене пӗрлештернӗ те ҫӳлелле пӑхса йӗмесӗр кӗлтӑвать. Кам та пулин чирлесен, тӳрех Пацюка чӗнеҫҫӗ, Пацюкӗ мӗн, виҫ-тӑват сӑмах пӑшӑлтатса калать те, чир иртсе те каять. Павел кӗтмен ҫӗртен амӑшӗнчен ҫыру илет. Вӑл нумайччен калаҫнӑ-калаҫнӑ та йӗрсе янӑ. «Мӗншӗн?» — Кала-ха, старик, чӑннипе, санӑн хӑв ҫурӑлнӑ тӑван вырӑнсенче пулса курас килет-и? Эпӗ ахаль те ӗнте, ҫӑвар тути килтер тесе, лайӑхрах ятлаҫса илмешкӗн тесе, хӑшпӗр чухне маччана тарса хӑпаратӑп, — ахаллӗн эпӗ вилсе каяттӑм, туршӑн та. Ҫак ҫӗнӗ япала ӑна пӗр енчен савӑн-тарчӗ, тепӗр енчен хӑратрӗ. Эсир шухӑшламастӑр та ӗнтӗ: ӗрӗхсе кайнӑ тискер ӑйӑр вӑл кашкӑртан, пантерӑран е упаран та хӑрушӑрах. Ҫак кӑшкӑрашӑва хирӗҫ ыттисене ертсе пырас хӑй тӗллӗнех Корчагин ҫине ӳкрӗ. Мӗн тесе кӑшкӑрчӗ? Бирюк, эпӗ илтместӗп тенинчен тӗлӗнсе пуль, пуҫне пӑркаланӑ май, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ. — Манӑн тусӑмӑн командӑна сирӗнпе пӗрле пухмалла пулнӑ. Ку йӑнӑш, анчах шантаратӑп сире, ку вӑл ӑнсӑртран пулнӑ япала. Кунта малтан шутласа хуни нимӗн те пулман. Ултавҫӑ казак, хӑй ҫӳресе таврӑннӑ хыҫҫӑн юлташӗсене каласа панӑ тӑрӑх, пӑлхавҫӑсем патӗнче пулнӑ, вӗсен пуҫлӑхӗпе паллашнӑ, лешӗ ӑна хӑй умне чӗнтерсе нумайччен калаҫнӑ. Малтан иккӗш кӑна ҫапӑҫатчӗҫ-ха, часах виҫҫӗн тытӑнчӗҫ — вӗсем урай тӑрӑх йӑваланса, каҫ шӑплӑхӗнче тискеррӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра, хашӑлтатса та йынӑшса ҫапӑҫрӗҫ. Йытти те пулин хаяррӑн вӗре-вӗре илчӗ. Ӑна нихсан та ҫаптарман! Ҫапла вара, сунарҫӑсен ун йӗри тавра ҫаврӑнмалла пулчӗ. Пурҫӑн ялавсене кӗмӗл укапа арӑслансем ӳкере-ӳкере тӗрлерӗҫ, — арӑсланӗсем те вара мӗкӗрсе яманни кӑна; пӑлхавҫӑсен вӗҫкӗн тумӗ, пуп таврашӗн йӑлтӑр-ялтӑр ризисем, вӗсен хӗресӗсемпе хоругвийӗсем — пулас ҫапӑҫӑвӑн декорациллӗ курӑмӗ пулса тӑчӗ. Ромаҫ мужиксене хулпуҫҫисенчен туртса, тӗккелесе хӑвӑрт кӑна пӗр ҫӗре пухрӗ, унтан вӗсене икке уйӑрчӗ те, пушарӑн икӗ енӗпе те тӑракан ҫатан картасемпе хӳмесене ҫӗмӗрме хушрӗ. Каретӑ хатӗрпе пӗрех.. Наталья сӑмахӗсенчен Петр вӑл ывӑлӗнчен хӑранине сисрӗ; ӗлӗкрех вӑл краҫҫын ламписенчен ҫавӑн пек хӑратчӗ, нумаях пулмасть Ольга парнеленӗ тӗлӗнтермӗш кофейникрен хӑрама пуҫларӗ; ӑна ҫав кофейник ҫурӑлса каяссӑн туйӑннӑ. Кӑнтӑр апачӗ илсе килчӗҫ. Король патӗнче курнӑ тӑватӑ чаплӑ ҫын, мана хисеп туса, манпа пӗрле апатланма кӑмӑл турӗҫ. — Мучи, аслатиллӗ ҫумӑр пулать-и? — ыйтрӗ Егорушка. Ку вӑл — ҫав арҫынӑн сӑмахӗсем. — Завальене! — кӑшкӑрчӗ малта ларса пыраканни, Ромашов вара: «Ах, Епифанов поручик-ҫке, ара, ку, — шухӑшларӗ тӗлӗнсе. Эпӗ хам ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӑм та, ҫынсем ҫине тинкеререх пӑхма тытӑнтӑм. Пугачев ҫитсе тапӑнасса пирӗн кӗҫ-вӗҫех кӗтсе тӑмалла. Огнянов тата кӑштах итлесе тӑчӗ, анчах нимӗн те илтеймерӗ. — Ҫапла пулать те. Анчах халӗ вӑл икӗ хут виле ӗнтӗ: пӗрре пуляпа персе амантнӑ, тепре шывра антӑхнӑ. Вӑл мана вӗлерме хатӗрленнӗ вырӑнтах халӗ хӑй пулӑсем валли апат пулса тӑчӗ. Вӑл шуса кайса нӳхрепе пытанма ӗлкӗрнӗччӗ, анчах эпир ӑна шыраса тупрӑмӑр. Акӑ вӑл, — терӗ. — Эсир мӗншӗн айӑплӑ? Унӑн ырхан та вӑрӑм пит-куҫӗ иртӗхсе кайиччен хавасланнӑ пек курӑнать, чарӑна пӗлми ӗҫнине пула кӑвак куҫӗ канӑҫсӑр вылять, чунӗ урса кайнӑ пек пӑшӑрханать. Малашне ӑслӑрах пулма вӗрентет! — Эсир мана ан пӑхӑр, ман ҫинчен ан шухӑшлӑр! Ӑҫта сирӗн намӑс-симӗсӗр? Эдемран Окленда ҫитиччен эпир ӑна сахал куратпӑр. Окленда ҫитсен вара нихӑҫан та тӗл пулмастпӑр. Хура пӗлӗтсемпе тӗксӗмленнӗ шыв ҫийӗ пӗрлешӗнсе нимӗн пӑхса курӑнмалла мар чаршав пулса тӑнӑ ҫӗре пӑхса илчӗ те, Гленарван вучах патне пычӗ. Джемс Уэлдон ҫамрӑк капитанпа патвар негр умӗнче хӑй мӗнле парӑмра пулнине ӑнланчӗ. Ну, пырса ҫапӑнать, ӑнсӑр пулса выртать, хӑйне кирлӗ чухлӗ, тӑн кӗриччен, унтан тӑрать те киле ҫуран таврӑнать. Пӑлтӑрта темӗн кӗмсӗртетсе ӳкрӗ те кусса кайрӗ, — ахӑртнех, сӑмавар труби пулчӗ пулас. Кӳршӗ пӳлӗмре Володя ҫепӗҫҫӗн утса иртетчӗ те урай хӑмисем ҫӑтӑртатса илетчӗҫ. Тата тепӗр самант иртрӗ, вара казаксем, питӗ хытӑ кӑшкӑрса ярса, лавӑн икӗ енчен сиксе тухрӗҫ. Лукашка чи малта пулчӗ. Инҫетрен илтӗнекен тупӑ сассисем лӑплансах, сайралансах пычӗҫ. — Пирӗн ҫав тери паха литература пур, — хам турӑм!.. — Ҫук. Ҫавӑн пек хӑтланни пачах илемсӗр. Унта нимӗн те кулӑшли ҫук. — Хыҫалтан килекеннисем пур-и? — кӑшкӑрса ыйтрӗ Озеров, чӑрӑш тӑрринелле пӑхса. Эпир пӗрне-пӗри ытла лайӑх пӗлнине туятпӑр. Пӗрне-пӗри ытла нумай е ытла сахал пӗлни туслашма пӗр пекех чӑрмантарать. Пирӗн патра. Тӗнчере пуринчен ытла индеецсен какайне юратать вӑл, унтан негрсенне те мулатсенне, юлашкинчен вара шурӑ ӳтлисенне. Фома, ӳсӗрӗлсе кайнӑскер, анчах лӑпкӑ та сӗлкӗшскер, ҫыхланакан чӗлхепе сӑмах каланӑ. Каймасан — лайӑх мар, тата ҫынсемпе пӗрле пулса, вӗсемпе пуласлӑх ҫинчен ӗмӗтленме май пур чухне мӗн тесе килте иккӗн лармалла-ха? — Эпир урам тӑрӑх ялав ҫӗклесе утатпӑр та юрӑ юрлатпӑр кӑна! — терӗ хохол. — Паллах ӗнтӗ, Бойчо! Павел машинӑсем патне васканӑ. Вӑл ҫав каҫа тӑршшӗпех Тоньӑпа пӗрле ирттересси ҫинчен шухӑшланӑ, ҫак шухӑш май унӑн кӑмакисем ӗлӗкхинчен ҫулӑмлӑрах, вут пуленисем яланхинчен савӑнӑҫлӑрах ҫатӑртатнӑ пек туйӑннӑ. Вӗлерет тени те тӗрӗс мар, кунта тем ултав ҫук-и сирӗн, приказчикӑра чӗнме хушӑр-ха», тет. Мускавран хам тухса кайнӑран вара Инҫетри Ҫурҫӗрте пысӑк ӗҫсем пула-пула иртнӗ-мӗн, ҫавсене пула Р. контр-адмирал хӑйне ӗҫлеме хушнӑ вырӑна ҫинчех вӗҫсе кайнӑ. Тӗрӗсех-ши? Анна Михайловна пушшех хӗрелсе кайрӗ те, хӑвӑрт пӗшкӗнсе, ҫав тери ачаш туйӑмпа хавхаланса, хӗрачана ыталаса илчӗ; лешӗ вара, ҫак кӗтмен ҫӗртен тапса тухнӑ тӑвӑллӑ ачашлӑха, кӑшт тӗлӗнерех пулин те, тап-таса куҫӗсемпе уҫҫӑн пӑхса йышӑнчӗ. Ыран пирӗн утравӑн кӑнтӑр ҫыранӗ патне каҫса ӳкес кӑмӑл пур, унтан Флор сӑмсахне, ҫак чапа тухнӑ Джексон акӑлчанӑн именине каймалла пулать. Лампочка тепӗр хут мӗлтлетсе илчӗ те, Гриша васкасах пирӗн пата пырса кӗчӗ. — Мӗнле Сонька пултӑр вӑл сире? Нивушлӗ эсӗ те вара эп сана пӑрахса хӑварса кайма пултарап тесе шутлатӑн? Ҫук, хаклӑ пепкеҫӗм. Ан хӑра! «Ма кӗлтӑвасшӑн! Вӗсем хӗвел анӑҫнелле пӑрӑнчӗҫ, суха касси урлӑ пыраҫҫӗ. Кӗтмен ҫӗртен хум килсе ҫапасран, тинӗсе шӑлса ывӑтасран хӑрамалла марччӗ ӗнтӗ. Хӑйсем вара эпӗ мӗн-мӗн курса ҫӳренисем ҫинчен питӗ пӗлесшӗн пулчӗҫ, анчах пурин ҫинчен те йӗркипе каласа пама юри тӑрӑшмарӑм. Унтан вара туслашма пӑрахнӑ, пӑрахман пулсан, хӗр ӑна ҫапла ытла хӑртса вӑрҫман пулӗччӗ. Маншӑн пулсан, тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и, анчах ҫемьере ывӑл ача пур! Артамонов сасси хулӑн та хытӑ, калаҫасса пысӑк параппан ҫапнӑ пекех, шавлӑн калаҫать; Ҫавӑнтан вара эпӗ малалла ун хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене хутшӑнмарӑм (хӑй пекех), турӑ мӗн тӑвас тенӗ ҫавӑ пултӑр тесе пиллерӗм. Вӗсем вара, мӗн пулать-килет тесе, ним тӗлсӗрех утнӑ, — вырӑнта ларас мар тесе ҫеҫ утнӑ, — унтан ытла вӗсем нимӗн те тума пултарайман вӗт. Ҫур хӗлтен пуҫласа, Алексейпа Стручков вӗренекен курсри лётчиксен вӗҫмелли практика пуҫланчӗ. Эпӗ ӑна сирӗн алла пама кирлӗ мар пулӗ тетӗп. Мӗнле амӑшӗ пулатӑп эпӗ уншӑн! — Каласа пар-ха эс мана, тусӑм, ӗнер мӗн авӑртрӑмӑр эпир? — Кам колхоза ҫырӑнать, аллӑрсене ҫӗклӗр! — сӗнчӗ Нагульнов. Унтан вӗсен куҫӗсем каллех тӗл пулчӗҫ, вара иккӗш те кулса ячӗҫ. — Акӑ эпӗр юр айне пулсан, ырӑ ҫынсем турта тӑрӑх пире тупса чавса кӑларӗҫ, — тенӗ вӑл, алса тулӗсене ҫапкаласа алла тӑхӑнса. — Эпӗ ӑна, ҫӗлен вырӑнне хурса, ҫак пӳртрен кӑларса пӑрахрӑм, вӑл каллех килме хӑюлӑх ҫитернӗ. Эпӗ нимӗн калама аптӑрарӑм. Тӗлӗнмелле лӑпкӑ та тарӑн артаклӑн курӑннӑ ҫак каҫ патшапа Суламифь ачашлӑхӗсем. Ӑҫтан пӗлес? Шӑрӑх ҫителӗклӗ таранах темелле, анчах чӑтма пулать, ҫулӗ тикӗс, ҫӳреме аван. Вӑл вӑхӑтне мӗн туса ирттернине те никам та пӗлмест. Эпӗ те вӗсемпе пӗрле тухса каяс тенӗччӗ, анчах Пугачев мана: «Лар-ха, кӑштах эпӗ санпа калаҫса илес тетӗп», — терӗ. Халӗ ӑна, Костюнькӑна, ним те кирлӗ мар ӗнтӗ. Ҫапла сехетсем ирте-ирте кайрӗҫ. Башня тӑрринче хӗҫпӑшаллӑ ҫын тӑрать; аялта, тӗттӗмре, пысӑк ҫар лагерӗ вырнаҫнӑ. — Пӑхӑр-ха ҫавах-и ку утрав? Вӑйа ҫӗнӗрен пуҫларӗҫ. Ун ҫинчен вӑл Талькавпа калаҫрӗ, лешӗ унӑн хыпса илнӗ кӑмӑлне часах килентерсе ячӗ. Аттен хӑйӗн те дачӑра юлас килместчӗ пулас; ҫапах вӑл аннеҫӗме пӗр-пӗр истори тӑвасран ӳкӗтлесе ӑнлантарнӑ пулас; лӑпкӑн, васкамасӑр ҫула хатӗрленчӗҫ, аннеҫӗм княгиньӑна салам та каласа ячӗ, хӑй чирлӗ пирки кайиччен ӑна курма пултарайманни ҫинчен пӗлтерме хушрӗ. Чиркӗвӗн аслӑ сановникӗпе калаҫнӑ чухне полковник ӑна хисеплеме тӑрӑшнӑ, анчах унӑн сассинче темшӗн ҫилленни палӑрнӑ. Эпӗ чылай аякра пулнӑ пирки вӗсем сана мӗн каланине илтеймерӗм, йыттисенчен те хӑрарӑм; пурте лӑплансан, ӑнлантӑм: эсӗ ӗнтӗ пӳртре терӗм, вара тул ҫутӑличчен вӑрмана кайса ларма шутларӑм. Вунпилӗк ҫултах вӑл хӑй мӗн тума шутланине вӗҫне ҫитерме пултарнӑ. Ривэра ҫине никам та ҫавӑрӑнса пӑхман. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫил чарӑнать, вара тинӗс ҫинче те, ҫавра чуллӑ ҫырансен хӗрринче те пушӑ хирти пекех шӑпах тӑрать. Малашне мӗн пулассине туяс пултарулӑх унӑн пит пысӑках мар пулас. Карап унта ҫитсен, эпӗ никам асӑрхиччен ҫырана тухрӑм. Анчах ман кӗсье пушӑ: пӗр пиастр та, пӗр доллар та ҫук. 1862 ҫулхи январӗн 30-мӗшӗнче «Леди Ньяса» ятлӑ иккӗмӗш пӑрахут пырса ҫитнӗ, — унпа Ливингстон арӑмӗ килнӗ. — Хӑнӑхманскер, паллах, ывӑнатӑн… Кирсановсем, ашшӗпе ывӑлӗ, Марьинӑра вырӑнаҫрӗҫ. Вӗсен ӗҫӗсем тӳрленме пуҫларӗҫ. Аркадий лайӑх хуҫа пулса кайрӗ. Ферма чылаях тупӑш парать. — Мӗн тӑвать вара вӑл кунта? Бейзаде мӗнлерех ҫын иккенне тинех пӗлсе ҫитрӗн-им?» — тенӗ пек курӑнчӗ вӑл. Ӗлӗк ҫав йывӑҫсене пӑхса ӳстернӗ шурӑ тумтирлӗ монахсене ҫӗре пытарса тахҫанах маннӑ ӗнтӗ, анчах илемлӗ чечексем, вӗсене халӗ эмелсем валли никам пухман пулсан та, ҫуллахи каҫсенче ҫаплах ырӑ шӑршӑ сарса лараҫҫӗ. Ылтӑн йӑлтӑртатса илчӗ. — Вилес умӗн вӗсем ҫине тепӗр пуля ярас килет манӑн, — терӗ вӑл. Эп куҫпа пӑхса та аран ҫеҫ вулатӑп. Томӑн чӗри ҫурӑлсах кайрӗ. — Ҫапах та иртӗхтерсе янӑ вӑл хӑйне. Ох, иртӗхтерсе янӑ вӑл хӑйне ҫак улпут майри! — Кам-ха вӑл санӑн, управделами мар пулӗ-ҫке? «Тулта сивӗ пулмалла кӗҫӗр?» ыйтрӗ вӑл, Чуб еннелле ҫаврӑнса. Эпӗ кӗскен калӑп. Хуланалла кӗрекен урам пушӑ. Унта пӗр чун та курӑнмасть. — Хӑвӑн кӗҫех телей пуласса пӗлни мӗне кирлӗ сана? — Астӑватӑп. Анчах этем — тӗлӗнмелле япала ҫав, вӑл тахҫанах паллӑ ӗнтӗ. Унтан вӑл каллех коньяк ӗҫрӗ те, ниепле иртми асаплӑхсене кӗтекен ҫын пек, пысӑк пуҫне сулласа илчӗ. — А эпӗ хам, — терӗ Джон Мангльс, — тинӗс ҫинче пуҫӑма ҫухатиччен ултавлӑ ҫӗршыв тӑрӑхах кайнӑ пулӑттӑм. Комбинезон кӗсйинче вӑл техник Юрий винтовка патронӗнчен туса панӑ зажигалкӑна тупрӗ. — О, паллах анмалла, — тени илтӗнсе кайрӗ ытти мӗнпур сасӑсем хушшинчен, ҫавна ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ каларӗ. Нимле ҫурт та, порт та, карап хӳтлӗх тупма пултаракан юханшыв вӑрри те — ним те ҫук! — Ҫӗр ҫӑтасшӗ! Вӑл сӗтел ҫине лартса тултарнӑ апат-ҫимӗҫсене куҫпа ҫисе ярас пек паха пуҫларӗ, ҫав хушӑрах вӑл, хӑй тавра ларакансем апат ҫинине канӑҫсӑрланса сӑнакан пулчӗ. Вӑл Андрейпа Умрихин патнелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Амӑшӗ одеялне туртма хӑтлансан та: — Кирлӗ мар, анне, — терӗ вӑл йӑвашшӑн. Павел Петрович сайра-хутра, хӗрлӗ эрех тултарнӑ черккерен сыпкаласа (вӑл нихӑҫан та каҫхи апат ҫимен) тата сайрарах «а! эге! хм!» тенӗ пек мӗн те пулин калакаласа, каллӗ-маллӗ хуллен уткаласа ҫӳрерӗ. Пӗчӗкҫӗ янки, — терӗ тепӗр хут Алвиш. Ун хыҫҫӑн хура пӗлет пек ҫар ҫыннисем пыраҫҫӗ. Ӑҫта-ха Рим, ӑҫта хӑватлӑ Рим — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. Рим — хула, ӑна ӗнтӗ эпӗ пӗлеттӗм, анчах гунсем камсем-ши? Суд картининче ку пӗртен-пӗр улшӑну пулӗ. Вӑл тӗксӗм аллея тӑрӑх утса кайрӗ. Ну, пурӑнасчӗ лӑпкӑн ҫеҫ. Хӑвӑр куҫӑр умне вӑрӑм, имшеркке, вӑрӑм та ансӑр сӑмсаллӑ, ансӑр ҫамкаллӑ, кӑвак куҫлӑ, тӑлпаланса пӗтнӗ ҫӳҫлӗ тата сарлака та кулакан тута-ҫӑварлӑ пӗр хӗрӗх пилӗк ҫулхи ҫынна кӑларса тӑратӑр. Никама хӗрхенмен ҫын пурне те хӗрхенекен ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна вилӗмрен хӑтарнӑ, ҫак пӑттӑр ӗҫ унӑн пичӗ ҫинче тарӑн ҫӗвӗ — хӗҫпе каснӑ йӗр хӑварнӑ. Эпир унпа иксӗмӗр хамӑрӑн чылай капӑр фаэтонпа килтӗмӗр. Ахаль ӗҫсӗр аптраса лариччен ҫавсене йӗрлесе пӑхса ҫӳресси лайӑхрах мар-ши? Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм. Унтан ман валли, сквайр, Рэдрет тата капитан валли пӗрер мушкет тата пӗрер кортяка илтӗмӗр. Анчах та вӑл хаклани пулмасть, — айӑплани. Айӑплас тесен, малтан айӑпне кӑтартмалла. Манӑн сире пӑрахса, сывпуллашса уйӑрӑлса каймалла пулать. Эсир килетӗр-и? Унтан мужик атӑллӑ урипе пусса ачасен пӗвине пӑсса пӑрахрӗ те аялалла, шыв хӗрринелле, кайрӗ. Ҫавӑнпа вӑл Паганеле пӑхкаласа сӑнаса ҫӳреме ирӗк памарӗ, ӑна гарнизон начальникне чӗнсе илме хушрӗ. Ученый-географ итлерӗ, пӗчӗк салтаксенчен пӗри эспланада ҫинчи пӗр пысӑк мар ҫурт патнелле чупрӗ, ахӑрнех вӑл казарма пулнӑ пулмалла. Тупрӗ-тупрех пулмалла вӑл шыранӑ ҫырӑва. — Мӗнле мӗн ӗҫ пур? — терӗ хыттӑн Голышев пӗр кулмасӑр, куҫхаршийӗсене пӗркелентерсе. Анчах хӗвелтухӑҫ ҫилӗ ниҫталла ҫаврӑнмасӑр вӗрни Халл капитана килӗшмерӗ. Чӗре тикӗс тапмасть, е чупса ӑш пиҫнӗ чухнехи пек — ниҫта кайса кӗреймест — тук-тук-тук… е сасартӑк — чарӑнать те ларать, халь-халь татӑлса кайса, таҫта шалалла персе анас пек туйӑнать… Кӗркунне килсе ҫитрӗ. Ҫырни тӑрӑх-и, е хӑй ӑсӗнчен-и? — Хамӑр ҫынсемех чӗртнӗ! — терӗ Яша. Эпӗ сантан ҫакӑнпа ҫеҫ ыйтатӑп: эсӗ ху пӗлетӗн, мистер Пойндекстер, — ман тус, ҫавӑнпа та ун пурлӑхне лайӑх тыткаламаншӑн эпӗ пӑшӑрханатӑп. Капитан Кольхаун пурлӑхӗшӗн те ҫавах. Эсӗ уншӑн, шатра питлӗ йытӑшӑн, пырне ларнӑ шӑмӑ пек! Алӑк уҫӑлчӗ те чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗме ыйхӑллӑ Глаша кӗчӗ. — Ав мӗнле! — терӗ маркиз. Ҫынни кам иккенӗ пирки мӗн-мӗн каламаҫҫӗ пуль те, чӑн тӗрӗссине вӑл пӗр хӑй кӑна пӗлет, вӑл сестрасене ҫеҫ тертлентересшӗн пулчӗ. Хирӗҫ пулмарӑм вара эпӗ. Эпӗ Алексей Иваныча юратмастӑп. Вӑл пит пысӑк пархатарлӑ ҫын пулнӑ хулара: унран илнӗ йыхрав хучӗпе хӑнасем йышӑнакан мӗнпур пӳлӗмсене кӗрсе ҫӳремелли паспорт вырӑнне усӑ курма пулать, пайтах ҫамрӑк тата чипер хӗрарӑмсем хӑйсен питҫӑмартийӗсене ун тутийӗсем патне хаваслансах илсе пыраҫҫӗ, лешӗ вара вӗсене ашшӗ пек пулса чуптӑвать, хӑшпӗрисем, питӗ чаплӑ та пысӑк ҫынсемех, князь йышне хутшӑнма май килсен, калама ҫук хытӑ савӑнаҫҫӗ. Князь валли кукамайпа пӗр калӑпри, пӗрешкел вӗреннӗ, пӗрешкел тавракурӑмлӑ тата пӗр ҫулалли ҫынсем сахал юлчӗҫ ӗнтӗ; ҫавна пула вӑл кукамая хисеплет, унпа авалтанах пыракан туслӑ ҫыхӑнӑва хакласа упрать. Вӗсем, енчен енне сулӑнкаласа, тикӗс мар пускаласа, пӗр тӑтӑш сулӑ тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ, ҫыхӑнусӑр сӑмахсем пакӑлтатнӑ. Ачисем кӑвайт ҫунтарнӑ. Ҫумӑр ҫуса тасатнӑ ҫамрӑк уйӑх аслӑ тӳпен хӗвеланӑҫ енче касса кӑларнӑ ҫап-ҫутӑ ҫурӑк пек курӑнса тӑрать. Вӗсем ҫав тери хӗрсе калаҫнӑ хушӑра ҫавӑн пек тума май пур пулмалла. «Чӑтӑмлӑха ӳстерсе пымалли правило» хушнипе манӑн «хамӑн туйӑмсене ҫын ҫине кӑлармалла мар». Анчах вӑл кӑлӑхах эп йӑнӑшасран шикленчӗ; эпӗ chassé en avant, chassé en arrière, glissade ҫаврӑмсене хӑюллӑн турӑм та ун патне ҫывхарнӑ чухне икӗ пӳрне тухса тӑракан перчеткене шӳтлӗн кӑтартса илтӗм. Апла-ха эппин. Нептун Хӗвелрен 30 астрономи единици чухлӗ аяккарах вырнаҫнӑ, унӑн пӗр ҫулталӑк хушши ҫӗр ҫинчи ҫӗр утмӑл пилӗк ҫулталӑкпа танлашать. Ну, унсӑр та юрӗ-ҫке… нимех те мар… Ну, каях! — Патша, Элиав — ман мӑнукӑм! Ҫамрӑк тусӑм та, эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, ман сӑмахсене урӑх ӗненмерӗ. Пуҫне хырса янӑ; сухалӗ вырӑнне темиҫе кӑвакарнӑ пӗрчӗ ҫеҫ; хӑй вӑл пӗчӗкҫӗ, ырхан тата курпунланнӑскер; анчах та хӗсӗк куҫӗсем унӑн ҫаплах та вут пек йӑлкӑшаҫҫӗ. Шамирпе ҫӳрекен — патшасене юравлӑ, усал сывлӑшсенчен те хӑрамасть. — Мӗнле майпа ярӑн-ха хулана! Кун пӗр хавассӑр та вӑраххӑн шурӗ. Ҫав япаласем аякри тӗнчерен пирӗн пата мӗнле вӗҫсе ҫитни ҫинчен пирӗн пӗлмеллех. — Кала-ха мана: ҫак чир пире наказани вырӑнне пулмарӗ-ши, тесе шухӑшламан-и эсӗ? Май пур чухне паратӑн. Мантан кӗнекене туртса илчӗ, капитан майри патӗнчен теприне илсе килчӗ те салхун хушрӗ: — Вула Тарас… мӗнлеччӗ-ха ҫав? Амӑшӗ кӑртах сикрӗ, куҫне хупрӗ те ахлатса илчӗ — халӑхран Павел, Андрей, Самойлов тата Мазин — тӑваттӑн ҫеҫ уйрӑлса кайрӗҫ. — Анчах мӗн, мӗн кирлӗ-ха ӑна, тухтӑр, хаклӑ ҫыннӑм? — Эсӗ те Белёвран-и? — Юлӑрах, юлӑрах, — эпир сире Джеммӑн пулас упӑшкипе Карл Клювер господинпа паллаштарӑпӑр, — терӗ Леноре фрау та. Экспедицири кашни ҫын валли капитан ҫирӗп йӗрке туса хучӗ: 8 сехет ҫывӑрмалла, 16 сехет хушши ӗҫлемелле. Хӗвел унта нихӑҫан та ӳкмест темелле. Эпӗ ик хутлӑ вӗренрен чӗтрекен аллӑмпа тытса, тепӗр алӑри патакпа тӗренкелесе шуса анатӑп. Вара аран-аран тӑнӑ. — Вӑхӑт ҫитнӗ, тетӗп ҫав, анчах халӗ, асанне, хӑвӑн кушак аҫипе сывпуллаш та ӑна манӑн председатель аллине пар. Унӑн плащне нимӗнпе те капӑрлатман, мӗншӗн тесен республиканецсем хӑйсене пысӑка хума юратман, плащ хӗррине ҫеҫ ука тытса ҫавӑрнӑ; ҫавӑн пек плащ, отряд начальникне ыттисенчен уйӑракан паллӑ пулнӑ. Говэн пӗчченех. Эпир кӑлӑхах хамӑр ачасене авлантартӑмӑр, манӑн хамӑн санпа венчет тумаллаччӗ… — терӗ. Ӗҫлеме йывӑр пулман — савӑнӑҫлӑ пулнӑ. Кӗрешӳ тесен вара, унччен хатӗрленсе тӑнипе танлаштарсан, ҫавӑн пек хака тӑрас та ҫук… Анчах ку чӑнах та Негорӑн ӗҫӗ пек туйӑнать, кун пирки иккӗленме май ҫук, Уэлдон миссиса мӗнле хӑрушлӑх кӗтни ҫинчен шухӑшласан, Дикӑн чӗри юнпа ҫӑвӑнчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн кӑна метеоритсем чӑннипех «пӗлӗт» ҫинчен ӳкнине ӗнене пуҫланӑ. Ак, сӑмахран, пӗр авалхи географ икӗ пин ҫул ӗлӗк ӳкернӗ карттӑна курӑр-ха. «О, ырӑ пан!» терӗ Янкель: «халь пачах май ҫук! тупата туршӑн май ҫук! ҫав тери путсӗр халӑх, ун ҫине пуҫӗ ҫинех сурса хурас пулать. Анне вӗҫӗмренех калаҫрӗ, атте вара пӗр чӗнмесӗр, ӳсӗре-ӳсӗре, хутран-ситрен кӑна мӑйӑхне шӑлкаласа апат ҫисе ларчӗ. Ҫурҫӗрти темиҫе штат — Виргини, Коннектикут, Массачусетс, Пенсильвани штачӗсем — чуралӑха пӗтерни ҫинчен пӗлтернӗ, хӑйсен ҫӗрне хура ҫынсене илсе пырасси хакла ларнине кура, тыткӑнри чурасене ирӗке кӑларнӑ. — Но! — тесе кӑшкӑрчӗ дама мана, лашана кӑшкӑрнӑ пек, крыльца картлашкине урипе тапрӗ. «Тен, хамӑн аташса кайнӑ путекӗме киле илсе таврӑнса пулмӗ-ши?» — тесе шухӑшланӑ станца пуҫлӑхӗ. — Мӗн ятлӑ ку сӑмсах? — ыйтрӗ Дик Сэнд, ҫурҫӗрелле кӑтартса. Ун ҫинчен эпӗ мар, эсир хӑвӑрах татса каламалла. «Ман Джиован Баттиста чӗрӗ пулнӑ пулсассӑн, — терӗ вӑл куҫҫуль витӗр, — ҫакӑн пекки пулман пулӗччӗ!» Дачнӑй поезд ҫитрӗ. Анчах ку хутӗнче ачасем тӑрӑшса хӑтланни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Хӑйсен хатӗрӗсене хулпуҫҫи урлӑ хурса, ачасем малалла уттарчӗҫ. — Чӑнах, чӑнах, ку тӗрӗс. Эсӗ суйнӑ иккен мана. Вӑл ӑсла ҫын пулни, пурне те лайӑх астуни, унӑн кӑмӑлӗ ҫав тери аван пулни сисӗнчӗ. Кунта мӗн шӳчӗ пултӑр-ха? Офицерӗсем пуринчен ытла графсемпе князьсем, вӗсем ылттӑн погонлӑ, шалаварӗсен ҫӗввисем тӑрӑх кӗмӗл укасем ҫӗлесе ҫыпӑҫтарнӑ, пурте патша вӑхӑтӗнчи пекех — революци пулман та тенӗн. Вунҫиччӗмӗш ҫул иртсе кайрӗ. Мӗне пула ҫапла-ши вӑл? Сан сӑн-сӑпатунта палӑрнинчен ытла хӑрушӑраххи ним те пулма пултарас ҫук вӗт. Тунмастӑп, суккӑрсемпе уксах-чӑлахсене, хӑлхасӑр та чӗлхесӗрсене, ал-урасӑрсене, курпунлисене тата ытти ҫавӑн пеккисене ытла шансах каймастӑм эпӗ. Эсӗ ӑна вуланӑ-и? — Ман садӑмра мӗн турӑн-ха эсӗ? Тарма та йывӑрах мар. Малтанхи ҫирӗм футне анчах чӑнкӑ ҫӗртен анмалла пулать. Тытӑн кӑна, — тенӗччӗ вӑл, — сан ҫине вара пур енчен те ҫав тери хӑрушӑ япаласем вӑркӑнӗҫ; тивӗҫлӗх, мӑнаҫлӑх, хисеплӗх, халӑх сӑмахӗ, тӑрӑхласси, курайманлӑх… Ҫавӑнтах ун ҫине, пӗчӗк ача ҫине кӑшкӑрнӑ пек, кӑшкӑрнӑ: — Чарӑн, ухмах! Старик чӳрече еннелле пӑхрӗ те чарӑнчӗ. — Ӑҫта Митя? — тесе ыйтнӑ амӑшӗ; ашшӗ хӑй те пуҫне чӳрече витӗр кӑларса мӗкӗрнӗ: — Митрий, — апат ҫиме вӑхӑт! — Эпир те итлӗпӗр сире, Паганель, — терӗ Элен. Вӑл халӗ те пурӑнма пултаратчӗ вӗт-ха, калӑпӑр, хӑть Даша инке пекех. Ҫакӑн пек хуйхӑллӑ шухӑшсем пырса кӗчӗҫ манӑн пуҫӑма. Ещӗк алӑра, алӑк еннелле икӗ утӑм. Говэнсен замокӗн шӑпи тӗлӗнмелле килсе тухрӗ: пӗр Говэнӗ замок ҫине тапӑнать, тепӗр Говэнӗ ӑна хӳтӗлет. Ку хӗрарӑм пек сарлака купарчаллӑ та мӑнтӑрланса кайнӑ ҫӳлӗ ҫын. — Мӗнле ӗҫ вара вӑл? Старик кӗреҫине Кавказра ҫуралса ӳснӗ ҫын пек вылянтарать. — Анна Васильевна сире хӗсӗрлет… мӗскӗнӗм! — терӗ Шубин карӑнса. Шӑв-шав лӑпланчӗ, анчах Рене-Жан тем ҫинчен шухӑша кайса ним хускалмасӑр тӑчӗ. Ашшӗн пулнӑ имени пирки суд аллине ку чӑнахах ҫавӑн пек иккенне кӑтартса паракан крепостной акт панӑ. — Мӗнле турӑн эсӗ ҫакна? — тумтир ҫумне ҫыпӑҫнӑ туратсемпе типӗ курӑка шаккаса тасатнӑ май, тӗлӗнсе ыйтрӑм эпе. Унта пӗрин хыҫҫӑн тепри Спик, Грант, Ливингстон, Стэнли тата ыттисем пулса курнӑ. Уоррен тухтӑр Артура мӑнкун праҫникне халӗ Джули пӗр хӑй ҫеҫ хуҫаланса пурӑнакан кичем кивӗ дворецра мар, хӑй патӗнче, унӑн ҫемйинче ирттерме чӗннӗ. Шурочка куҫне уҫрӗ, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса ячӗ те:— Аван-и? — ыйтрӗ, кулкалакан вылянчӑкрах питне Ромашов енне пӑрса. Ӑнлантӑн, э? — Вӑл сана валли ҫимелли илсе килет тата эрех, — ӗҫесшӗн-и эрех? — Ку мӗне пӗлтерет? Хам вырӑнтан хускалмарӑм пулмалла эпӗ, манран виҫ ҫын урлӑ урайӗнчех ларакан Валька ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. (Ох, пыра тем ларчӗ!) — Сирӗн аннӗр, — йывӑррӑн утни илтӗнми пулсанах калаҫма пуҫларӗ Санин, — Джемма качча тухма килӗшмесен хирӗҫӳ пулма пултарать, (Джемма кӑштах тӗксӗмленчӗ); лайӑх мар сӑмах ҫӳреме пуҫланишӗн эсир хӑвӑр та пӑртак айӑплӑ, ҫавӑнпа… сирӗн, Джеммӑна Клюбер г-на кача кайма канаш памалла… терӗ. Салтакра виҫӗ ҫул ытла танкканӑ, икӗ хут авланнӑ, пӗри вилчӗ, теприне хам пӑрахрӑм. Ҫапах та варӗ касса ыратни иртсе каяссине те кӗтме вӑй ҫитмерӗ ун. Гленарван ун ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ те Мак-Набспа Паганеле чӗнме ячӗ. Чӗннӗ ҫӗре лешсем часах персе ҫитрӗҫ. Унӑн хӗр тантӑшсем пулман, ҫавӑнпа вӑл пӗччен ӳснӗ. Анчах нумайтарах ыйтмастпӑр-и-ха эпир энтомологсем хушшинчи чи хастар ҫынран? Эсӗ ҫав чӑрсӑр ҫынна хӑваласа ҫитесшӗн пулӗ, тен? Эпӗ — Леопард виҫҫӗ, эпӗ — Леопард виҫҫӗ. Гусев Лося хул пуҫҫи ҫине хучӗ те — вӗсем тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан пусмапа, сӗм тӗттӗмлӗхре вӗрекен кӳлӗ ҫийӗнчи кӗперпе каялла кайрӗҫ. Шӑпах ҫак ҫулпа тахҫан-тахҫан Магацитл таврӑннӑ; аллинче — Аолсен хӗрӗн кӗнчелеҫҫинчен ҫыхса хунӑ йӑрӑмлӑ саппунӗ — тӑнӑҫлӑхпа пурнӑҫ хыпарҫи. Сывлӑшра шӑпах, шыв хӗрринче шӑрчӑк кӑна чӗриклетет, тата таҫта ӑмӑрткайӑк ами хӑравҫӑн мӑрӑлтатни илтӗнет. — Ку чӑнах та вара арпашнӑ капитан, — терӗ майор, — сӑмах та ҫук, вӑл сирӗн тӑвансенчен пӗри пуль, Паганель? Пурте кайса пӗтнӗ — вырсарникун. Эпир ку унӑн турриех пулӗ тетпӗр, мӗншӗн тесен Ту-Этем пире: унпа канашламасӑр сайра хутра ҫеҫ мӗн те пулин тӑватӑп, тесе ӑнлантарса пачӗ (эпир вӑл каланине тӗрӗс ӑнлантӑмӑр пулсан). Аркадий мучийӗн ӗлккӗм те ӑратлӑ сӑн-питӗнче ҫамрӑклӑх тирпейлӗхӗ те, чылай чухне ҫирӗм ҫулсенчен иртсенех ҫухалакан, ҫӗртен хӑпса ҫӳлелле хӑпарма тӑрӑшакан кӑмӑл та усранса юлнӑ. Ревкомалла Игнатьева юлташ утать. Алексей, ун ҫине пӳрнипе намӑса пӗлмесӗр тӗллесе, кӑшкӑрса ячӗ: — Пӑхӑр-ха, хӗрелсе кайрӗ, э? Классен кӗрешӗвӗ мӗн пулнине ӑнлантарса памарӗ, кулса ячӗ те хӑй ӗҫӗпе уттарчӗ. Ҫук, ӑҫтан ун пек пултӑр-ха! Статьяра вырӑссен ҫар лётчикӗ пулнӑ поручик Валериан Аркадьевич Карпович ҫинчен каланӑ. Тӑшман позицийӗсем ҫинче вӗҫнӗ чух Карпович поручика нимӗҫсем «дум-дум» текен пульӑпа уринчен амантнӑ. Паша мӗнле ӳснине те курман, ӑна упӑшка пур чухне юратнине те астумастӑп! Анчах та пӗр пӗчӗк тӑм татӑкӗ ҫине пӑхсах икӗ пая уйӑрса тӑракан темскер пит-куҫне курсан манӑн чунӑм ҫӗкленсе кайнӑ пек пулчӗ. Вӑл тӗлӗшрен уйрӑмӑнах Польшӑри хӑшпӗр тата кӑштах Америкӑри хаҫатсем тӑрӑшаҫҫӗ. Мӗн вара? Эпӗ Николай Антоныч калаҫса пӗтеймесӗр тухса кайма пултараймарӑм. Кашни арҫын кашни хитре хӗрарӑма, эсир каланӑ пек каласан, юратать. Павел, тен, мӗн те пулин кирлӗ пек мар каланӑ пулӗ, анчах та вӑл пуриншӗн те тӑнӑ — ӑна пурте ӑнланаҫҫӗ, ан пӑшӑрхан! Ку мана интереслентерсе ячӗ, эпӗ ӑна ҫӗклесе ура ҫине тӑратрӑм, — вӑл пӗчӗк пулӗ ҫӑмӑл ҫын пулнӑ. Давай, — терӗ. Мана чутах вӗлерсе пӑрахман пульӑна кӑтарт-ха. Старик хӑйӗн хваттерне таврӑннӑ. Кашкӑрӗ чирлӗ пек туйӑнчӗ. Унпа, хӑш-пӗр чух, килте пурӑнма та хӑрушрахчӗ. Вӑл васкамасӑр, аллисене ҫӗклесе, ҫӳҫне тӳрлетрӗ те хытӑ сасӑпа, анчах тӳлеккӗн, каларӗ: — Эх, мӗскӗн арестантсем!.. — терӗ. Кунта, тӑванӑм, ҫутҫанталӑк этемсем валли илӗртмӗшлӗ те мӑйкӑчлӑ темле засада туса хунӑ. Тархасшӑн тасатӑр-ха, атту тутӑхать вӑл. Унтан, Ромашов енне кулӑпа пӑхса та ун аллинчен ҫиппе каллех кӑларса илсе:— Каласамӑр-и ҫак, килпетсӗр Ромочка, аван-и эпӗ е ҫук-и? — ыйтрӗ вӑл юнтармӑшла та астармӑшла ҫиҫӗнчӗкпе. Мӗн, хӑлхасӑр пулса тӑчӗ-им вӑл унта? Юратса пӑрахнӑ-и, — терӗ Петька тарӑхса, унтан чартлаттарса сурчӗ. Тен, ӗҫлеме пӗлменнинчен пуль, ӗҫе ҫителӗклӗ таран хисеплеменнинчен пуль? — Кам пирки-ха? Сӑнӳкерчӗкӗсем вара унӑн кашни пӳлӗмрех ҫакӑнса тӑратчӗҫ, анчах час-часах асӑнмастчӗҫ ун ҫинчен. Кӗлетсем умӗнче паҫӑрхи пекех калаҫу шӑв-шавӗ сӗрлесе тӑрать, вӑрӑм урапасем лачӑртатни тата ҫӑмӑл урапа кустӑрмисем шалтӑртатни илтӗнет. Пӗтӗм чун-чӗререн саламлатӑп! Укҫана ҫапла купипех кӗсьене чикнине эпӗ нихҫан та курман. Унпа калаҫма темле лайӑх мар пек туйӑнчӗ, эпӗ пӑрахса пӳлӗмелле кӗрсе карӑм. Ривэра хулпуҫҫийӗсене кӑна ҫӗклесе илнӗ. Кунта Сеча кӗричченхи хуторти пек хӳмесем те, лутра йывӑҫ пукансем ҫине лартнӑ, ҫине витнӗ лутра ҫуртсем те пулман. Анчах ҫак ҫителӗклӗ-и-ха? Эпӗ хам ун пек тӑвас тесен те, вӑл мана хӗрхенӗччӗ. Геркулес чи юлашкинчен, ҫумӑр ҫав тери вӑйлӑн, ҫиҫӗме сӳнтересле ҫума тытӑннӑ самантра кӗчӗ. Ку ӗҫ вӗсене часах йӑлӑхтарса ҫитерет те, ман ҫинчен шухӑшлама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, вӑл кӑтартса панисем тӗрӗс пек пулсан та, вӗсене тӗрӗслесе пӑхмасӑрах ӗненме ҫук-ха. Вӑл ытла та мӑнкӑмӑллӑ; чылаях ӑслӑ пулсан та, хӑйне мухтанине кӑмӑллать, хӑйпе тӗлӗнтерме питӗ юратать, кирек хӑҫан та малти вырӑна тухасшӑн, таса чунлӑ Любовь Сергеевна вӑра кӑмӑлӗпе ун майлӑ ҫаврӑнса ӳкнӗ, ҫакна пытармасть те, ӑна йӑпӑлтатать, анчах чееленсе мар, тӳрӗ кӑмӑлпа. Карап ҫинчен нимӗнле ҫурт-йӗрсем, хӳмесем те курӑнмаҫҫӗ, — вӗсене йывӑҫсем хӳтӗлесе тӑнӑ, картӑ пулман пулсан, эпир хамӑра, ҫак утрав тинӗс тӗпӗнчен хӑпарнӑранпа ӑна чи малтан килсе курнӑ ҫынсем пултӑмӑр, тесе шутлама пултарнӑ. Сывлӑш япӑх тӑрать. — Эсирех пулӗ тесе шутларӑм эпӗ, — терӗ вӑл татах, карлӑк патнелле утса пырса, — сире ҫавӑн пек час курассине кӗтмӗн пулсассӑн та. Вӗсем час-часах ман ҫинелле кӑтартса, пикенсех темӗн ҫинчен канашлаҫҫӗ. Шутсӑрах вулас килетчӗ. Вӗсем сӑмахланӑ чухне тӑлӑх арӑм Дуглас яланах унта пулчӗ, Том ан калаҫтӑр тесе, вӑл яланах ӑна астуса тӑчӗ. Икҫӗр утӑма яхӑн кайсан, пирӗн умра ҫӗр хӑвӑлӗ курӑнчӗ. — Айтӑр-ха пурне те йӗркипех туса пырар, — терӗ Гленарван. — Малтанах пуҫласа кайӑпӑр та, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине пӗрин хыҫҫӑн теприне ӑнланса пырӑпӑр. Ӗҫ ҫапла пулнӑ пулмалла: ман ҫинчен императора пырса пӗлтерсенех, вӑл государство совечӗпе калаҫса татӑлса мана ҫийӗнчех ҫыхса пӑрахма хушнӑ (куна эпӗ ҫывӑрнӑ чухне ҫӗрле тунӑ). — «Мӗн тӑвать» тетӗн? Пичче мӗн май пулнӑ таран манпа ҫывӑхрах пыма тӑрӑшать; вӑл мана пӗрре те куҫран ҫухатмасӑр, хӑш-пӗр чухне маншӑн ҫирӗптерех пулса пычӗ. Лось таврӑнма май ҫук ҫӗрелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ак сана, пӑх та кур! — тепӗр хут каларӗ Христофор атте, тӑрса диван патне утнӑ май. — Ҫапла, Марта, анчах апата пӗртак вӗретмелӗх вӑхӑт пур-ха, мӗншӗн тесен святой Михаил чиркӗвӗ тӑрринчи сехет тин ҫеҫ пӗрре ҫурӑ ҫапрӗ, — терӗм эпӗ. Килӗшетӗр-и? Ҫӗрелле ӳпне выртрӗ вӑл, ӑшӗ ытла тӑкӑлса ҫитнипе чӑтаймасӑр тинех хӗрарӑм пек уласа йӗрсе ячӗ. — Эп ахаль этем ҫеҫ… тискер! Епле лайӑх виноградӑн сарлака ҫулҫи ҫинче чӗтренекен тата сӗрен кӗперрин миллион пайӑркисемпе ҫутӑлакан кашни сывлӑм шӑрҫине пӑхса савӑнма! Каяс пулать. Унтан вӗсене больницӑна илсе кайрӗҫ, кайран мӗн пулни паллӑ мар. Ҫав ҫын кам иккенне ыйтса пӗлесшӗнччӗ эпӗ, Катя ашшӗ мар-ши, тесшӗнччӗ, вӑл ҫав карточка кӗнеки ӑшне хучӗ, кӗнекине ҫурӑм миххине чикрӗ. Кашни кун наганпа пенине илтетӗп. Хорунжийӗн йӗнерӗ ҫумӗнче вӑл тыткӑна илнисене ҫыхма илсе ҫӳренӗ пурҫӑн шнур пуррине курсан, Остап ҫавӑнтах ӑна салтрӗ те, ун аллипе урине хӑйӗн шнурӗпех ҫыхса лартрӗ, кантӑра вӗҫне йӗнертен ҫыхса хорунжие хир тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ. Вӑл Умански куреньри козаксене хӑйсен атаманӗпе сывпуллашма чӗнчӗ. — Атя, Саня, хӑюллӑрах пул, — теме ҫеҫ ӗлкӗрчӗ вӑл, унтан сасартӑк аялалла вӗҫрӗ. Анчах Пӑван тимлӗн пӑхнӑ ҫӗртен куҫхаршисене ҫӗклерӗ те ҫапла каларӗ: — Йывӑр задача патӑр эсир мана. Эпир сулӑ ҫинчен ыткӑнса юласран пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса алӑран-алла тытӑнса пыратпӑр. — Ах, чӑнах та! — терӗ вӑл васкасарах, — мана ӗнерех каланӑччӗ-ха; анчах ӑҫта вӑл? — Кала-ха эс, кала! Вӑл революцин ҫак ҫӗтӗк уборщикне шаннӑ, ҫав вӑхӑтрах ӑна шанма та хӑранӑ. Акӑ пӗр ҫулталӑк хушши пуш-пушах тӑнӑ ӗнтӗ храмри ун вырӑнӗ. Сиксе аннӑ-и вӑл? — Хуралне вӗлерсе пӗтеретпӗр. Носилкӑсемпе аманнисене ҫӗклесе пыракансем, полкри лавсем тӗл пулаҫҫӗ. Лавӗсем ҫине тинӗс курӑкӗ тиенӗ; Корабельнӑйра темӗнле полк хирӗҫ пулчӗ, ут утланнисем ҫывӑхранах ирте-ирте каяҫҫӗ. Ҫак каччӑ ҫапнипе хамӑн сулахай куҫ айӗ ыратнине сисместӗп пулсан, эпӗ хамӑн пуҫ чашки вырӑнта-ши, тесе те иккӗленме пултараттӑм пулӗ. — Мӗн каласшӑн эсӗ апла? Павка сарай ҫинчен шуса анчӗ те килнелле вӗҫтерчӗ. Ну, ара, хӑтланса пӑхни — ҫуклӑха тухни мар-ҫке, халӗ ӗнтӗ текех хӳресене пӑркаласа ҫӳремӗпӗр… Сылтӑм енче тӑракан буйвол хускалмасӑр выртакан хӗрача енне тем пысӑкӑш пуҫне пӗшкӗртнӗ те, хута кӗрес пек пулса, ӑна йӑвашшӑн питӗнчен шӑршлать, унтан йӗпе сӑмсине ҫӗклесе, кӑвак та пысӑк куҫпа таҫталла ӑнтӑласа кавлет. Кукушкин таҫта ҫӗтсе юлнӑ! — пӗлтерчӗ Юра. Юлашки свидетель Шӑпӑртах пулса, пит хытӑ кӗтни пӗр вунӑ минута пычӗ. Анчах вӑл ҫавӑн пек нумай тӑман. Тарӑхнӑ та старик, сиксе тӑрса, ҫырла йывӑҫҫисене патакпа ҫапма тытӑннӑ. Ҫапла, вӑл чи ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хӳме леш енчен пӗр хулӑнрах кӑна, кӑмӑла каякан сасӑ илтӗнчӗ: тахӑшӗ хуллен юрлать-мӗн. Инҫетри сӑртсен тӑрнашкисене хӗрлӗ ҫутӑ хыпса илчӗ. Вӑл ухмахла та, йӗрӗнчӗкле те калаҫмасть пулсан, тата хӑй хитре пулсан, эсӗ ҫавӑнтах ӑна чӑтма ҫук ӑслӑ та йӗркеллӗ тетен. Том ҫакна та астуса илчӗ: ҫӑл патне ҫитме ҫӗр аллӑ утӑмран ытла мар, ҫапах Джим нихҫан та пӗр-ик сехет иртмесӗр шыв йӑтса таврӑнни пулман, кунсӑр пуҫне, ялан тенӗ пекех, ӑна камӑн та пулсан кайса чӗнме тивнӗ. «Эпӗ кӗҫӗр вилме пултаратӑп, вилетӗп те пулӗ», — тесе шухӑшласа илнӗ вӑл, анчах ҫав шухӑш ӑна ытла лайӑх маррӑн та, ытла хӑрушшӑн та туйӑнман. Пӗр каласан, пире шухӑшласа тӑма вӑхӑт та сахал. — Капитан, карап ҫинчен пура курӑнмасть. Садра шӑхӑрнине илтрӗҫ. Пароход ҫинче пуринпе те, вӑл шутра чӗнмесӗр ҫӳрекен буфетчикпа та, Смурый тутине йӗрӗннӗ пек усса ярса, уссийӗсене шӑртлантарса, сӑмахсене пат персе калаҫатчӗ, — ҫынсене чулсемпе пенӗ пекехчӗ. Ҫӗлен юнӗ ҫул иртнӗ май улшӑнса пыни ҫинчен тӗрӗс пӗлме май килчӗ-и, тесе ыйтрӑм эпӗ унтан, е ҫавна наука халӗ те пӗлеймест-и-ха, терӗм. — Тупас пулать. — Мӗнле-ха вӑл, пӗрмай кӗтмелле те кӗтмелле! Тӗлӗнсе кайнӑ Марко утнӑ ҫӗртен чарӑнса тӑчӗ. Эсӗ мана алӑран тытрӑн та, хӑвӑн пӗчӗк аллу сӗртӗнни мана пит хумхантарса янине сисмесӗр, мана грави сарнӑ ҫул тӑрӑх ертсе кайрӑн. Ун чухне мӗнпур япала ылттӑн пек йӑлтӑртататчӗ, пиншер тӗспе, хӗвелсӗрех ҫиҫетчӗ. Паян Дунаев хыҫӗнчен утса, эпӗ вӑл юн сурнине куртӑм. — Тӑванӑм, иксӗмӗр те телейсӗр ҫав. — Ҫук, панычу, каймастӑп… тем тусан та каймастӑп… Сӑрт тӳпинче, шӑп вӑтаҫӗрӗнче, хӑрушӑ вырӑнтан ниҫта тарса пытанма аптӑранӑ пек, шухӑша кайса, ҫамрӑк ҫеҫ шурӑ хурӑн тӗлӗрсе ларать. Ӑна ҫар гауптвахтин тӗреклӗ стенисем хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Эсир ҫав турӑ ҫурчӗшӗн ҫав тери тунсӑхласа ҫитрӗр пулсан, эпӗ сире ырӑ канаш паратӑп: паянах районти ГПУ-на кайӑр та, хӑвӑра пӗр ҫирӗм ҫулран кая мар тӗрмене вырнаҫтарма ыйтӑр. L… господин хама ырӑ тунӑшӑн манӑн ӑна пархатарсӑрла хура ӗҫпе тавӑрас килмерӗ, ҫавӑнпа эпӗ унран тарма шут тытрӑм. Кӑнтӑрлаччен вӗсем Миллеровӑна ҫитрӗҫ. Эпӗ ӑна курса пӑхнӑ, тет: ӗҫлетӗн-ӗҫлетӗн, ывӑнса ҫитнипе ухмахланса каятӑн, пӗр ҫур пуслӑх эрех ӗҫетӗн, икӗ пусне картла выляса яратӑн, ачашланасшӑн хӗрарӑма пилӗк пус параттӑн, унтан — каллех выҫӑ, чухӑн. Патшасем хушшинче ҫакнашкал хисеплӗ йӑла та анлӑ сарӑлнӑ: пӗр-пӗр патша хӑйне хирӗҫ тухнӑ тӑшманпа ҫапӑҫма тепӗр патшана хӑйне пулӑшма чӗнет пулсан, тӑшманне хӑваласа янӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне пулӑшнӑ патша ҫӗршывне ярса илет те, патшине вӗлерет е тӗрмене хупса лартать, е ҫӗршывран хӑваласа кӑларса ярать. — Николенька! — ответлерӗ вӑл хуллен, пуҫне шӑртланнӑн пӗр айккине пӑрса хурса тата куҫне хӗссе. — Питех те аван! — терӗм эпӗ, юриех тӗлӗнсе хавасланнӑ пек пулса. Иккӗмӗш ывӑлӗ, Яков, самӑр та хӗрлӗ питлӗскер, сӑнтан амӑшне пӑхнӑ. Пӗчӗк ачасене йӑтса пынӑ пек ярса тытнӑ та, салтаксем снарядсем ҫӗклеҫҫӗ, вӗсем те тупӑ хыҫҫӑн чупсах пыраҫҫӗ, йӑтса пыраканни ӳксен вара икӗ ҫухату пулать: боецӗ те, снарячӗ те пӗтеҫҫӗ. — Власов килчӗ! Пике хӑйӗн хитре шурӑ питне тутӑрпа шӑлса куҫҫуль юхнине палӑртасшӑн пулмасӑр уҫӑ чӳрече умне ларчӗ. Купецсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри, Фома патнелле шунӑ. Фома вӗсен пичӗ ҫинче — тарӑху, кӑсӑклану, усал савӑшӑн киленӳ туйӑмӗ тата шиклӗх пуррине курнӑ… Пирӗн пекарь, кӑмака анине кӗреҫипе вӑйлӑн, ҫиленерех шӑйӑрттарчӗ те, сасартӑк мӑшкӑлларах каласа хучӗ: — Пӗчӗк чӑрӑшсене тӳнтерме пысӑк вӑях кирлӗ мар, эсӗ ак хыра тӳнтерсе пӑх… — терӗ. Алӑк патне ҫитсен эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Ашшӗ ҫине ывӑлӗн ҫырӑвӗ йӑлтах урӑхла шухӑш кӳнӗ, Тарасран ҫыру килнине пӗлсенех, старик пӗтӗм тӗлпулӑвӗпе ҫӳҫенсе кайнӑ, унтан, тӗлӗнмелле кулкаласа, хӑвӑрттӑн шакӑлтатма пуҫланӑ: — Ну-ка, кӳр-ха эппин! — тенӗ вӑл хӗрне. Тул енчи ҫӗре чавалани халӗ аванах илтӗнет. Ҫивӗч япалапа хӑйпӑтнӑ чулсем аялалла шӑпӑртатса анаҫҫӗ. Пӳртре пӑлханса кайнӑ сасӑсем кӗрлени илтӗнсе юлчӗ, анчах никам та хыҫран тухмарӗ, пӗр казакӗ те вӗсене тытса чарас темерӗ… Ку хир шӗвӗр вӗҫӗсене ҫӳлелле тӑратса пытарнӑ штыксен масарӗ евӗрлӗ, ҫавӑнпа та ҫула пуртӑпа касса уҫма, е вут тивертсе яма тивет. Сӑмах калас вырӑнне эпӗ унӑн аллине тытрӑм та хамӑн питҫӑмартине, куҫӑмсене сӑтӑркаларӑм. Ку ӳсентӑрансем пурте пур кунта, анчах вӗсем — ҫиме юрӑхсӑр акмасӑр ҫитӗнекен курӑксем ҫеҫ. Ман юлташсем мантан аслӑрахчӗ, анчах эпӗ хама-хам вӗсенчен ытларах пысӑкланса, ӳссерех ҫитсе опытлӑрах пулса кайнӑ пек туяттӑм; ҫавӑ мана пӑртак иментеретчӗ — хам вӗсем патне ҫывӑхрах пулнине туйса тӑрас килетчӗ манӑн. Тинӗс хӗрринчи урам часах халӑхпа тулса ларчӗ. Хулан уйрӑммӑнах паллӑ вырӑнӗсемпе паллашнӑ май, хӑнасенчен хӑшпӗрисем тӳрех ӗлӗк парикмахерски пулнӑ ҫурта вырнаҫнӑ пӗртен-пӗр ресторана кӑмӑлласа пӑрахрӗҫ. Вара хӗрарӑм ҫавӑнтан ҫуталса кайнӑ куҫсемпе таврӑннӑ, кирлӗ чухлӗ вӑхӑт иртсен, кӑшкӑрмасӑр, йӗмесӗр, ӑнсӑртран, ӑна ҫинчех, каснӑ-лартнӑ Андрей пек, ывӑл ача ҫуратса панӑ. Мӗн вара ку?». Залран тухнисем Крэнкбиль ӗҫӗ ҫинчен калаҫман, питех интереслентермен вӑл вӗсене, ҫавӑнпа вӗсем ун ҫинчен текех шухӑшламан. — Мӗнрен? — ыйтрӗ Павел. — Володя, ӑҫтан лекнӗ ҫавӑн чухлӗ йытӑ кунта? — Ҫук, Колчо, вӑл Мӑнастир йӑлӑмне аннӑ. Нумай вӑхӑт иртнӗ ҫапла. Эсир мӗн? — Вӑт эпӗ эсир ҫакнашкал ӑсли ҫинчен пачах шухӑшламан, — вӑл ку сӑмахсене ырӑ кӑмӑллӑ ҫепӗҫ кулапа каларӗ те, эпӗ сасартӑк хама ҫав тери телейлӗ пек туйса илтем. Кантӑр варринче аллинчен туртса илнипе ҫиленнӗ ача, Павка ҫине сикесшӗн пулчӗ, анчах Павка пӗр утӑм каялла чакса, штыкне малалла тытрӗ:— Пӑрӑн, атту штык ҫине тирӗнетӗн! — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Эп вӗсене мӗн пулни-иртнине каласа патӑм та хайхи, ыйтатӑп: «Ӑҫта илсе каятӑр эсир ӑна: тӑварламашкӑн-и? тетӗп. — Халь вара, — терӗ малалла Дик Сэнд, — ӗҫе тытӑнар! Анчах астӑвӑр, тусӑмсем, кирлӗ мар ҫӗртенех ан теветкелленӗр! Кунта халь ҫеҫ Самохинпа Бутыляк Фидина хамӑр ҫын терӗҫ. Анчах нумай ҫывӑрмалла пулман унӑн. Тепӗр йышши йывӑҫсем апла мар. Генерал хӑйӗн кӑвакрах ҫӳҫлӗ ҫара пуҫне тата лайӑх пӗтӗрнипе чӑнк тӑракан мӑйӑхне, парадри пек, тӳп-тӳрӗ тытса ларать, анчах сӑн-питӗнче пӑлханни-туни палӑрмасть, юханшыв хӗрринчен тӗрлӗрен сасӑ илтӗнсе килнине, кӗмсӗртетнине вӑл ним вырӑнне те хумасть тейӗн. Малтан вӑл Гро-Алена, унтан Рене-Жана, юлашкинчен Жоржеттӑна ыталаса чӑмӑртарӗ, вӗсене чуптуса пӗтерчӗ, кайран кӑшкӑрса макӑрма пуҫларӗ те тӑнсӑр пулса ӳкрӗ. Пугачев эпӗ шикленнине сисрӗ. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп, аппам. Тӳпере пӗлӗтсем хӑвӑрт чупаҫҫӗ, вӗсен хушшипе пӗчӗк ҫеҫ уҫӑ вырӑнсем витӗр кӑвак тӳпе курӑнать. Пултаруллӑ, ҫирӗп ӗмӗтлӗ, хытӑ чӗреллӗ, пирӗн ӗҫе вӗҫӗмсӗр парӑннӑ революционерсем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесем ман пуҫра нихӑҫан ҫухалми сӑнсем хӑваратчӗҫ, манӑн хамӑн та вӗсем пекех пулас килетчӗ. Улпутпа пӗтес пулать унпа! Ҫавӑнпа вал Геркулес валли ҫырнӑ ҫырӑва яраймарӗ. Володя сасӑсене хирӗҫ вӑртах ҫаврӑнса тӑчӗ. Ҫӳле хӑпарса ҫитсен, хӑй лаши силленсе илессине кӗтнӗ пек, пуҫсӑр юланут чарӑнса тӑрать. Техас таврашӗнче ватӑ сунарҫӑран паттӑртарах ҫын тупма та пулман пулӗ. Ҫав ним мар ӑнланмалла сӑмахсем ӗнер, тӗкӗр пек ҫуталса выртакан шыв ҫине ҫӳлтен чул ӳкнӗ пекех, унӑн чӗрине пырса ӳкрӗҫ: шыв ҫийӗ минут каярах кӑна пӗр тикӗсчӗ, хӗвел ҫутипе кӑвак тӳпе унта лӑпкӑн курӑнатчӗҫ… чул ӳкрӗ те — тӗпне ҫитиех хумханса кайрӗ. Сан кушакусем каллех автана хыпса янӑ! Манпа ларма сана кичем пулас. Аллипе сулчӗ те, виҫҫӗшӗ те кимӗ ҫинчен темӗн кӑларма тытӑнчӗҫ. Апла пулсан, пурте кунтах юлтӑр. Ҫапла, Зинаида манран кулса питӗ йӑпанатчӗ. Вӗсем таврӑнчӗҫ, ҫав вӑхӑтра вӑл кунта тӗлӗрсе ларать! Хаклӑ вӑхӑт ахалех сая кайрӗ, халӗ ӗнтӗ унӑн вӗсен сӑн-пичӗсене курма, кӳренсе, хытӑ сӑмахсем каласа мӑшкӑланине илтме тивет. Эх, алӑ айӗнче ҫӗҫӗ пулсанччӗ! Вӑл тарӑхнипе пӳлӗмне йӗри-тавра пӑхса илчӗ. — Пурте пурӑнатпӑр-и? Ҫут тӗнчери чи вӑйлӑ йывӑҫ пек, вӑрмансем хушшинче тӑратӑн, чечекленетӗн. Эпӗ кавалерист мар. Чулхула пирӗн — маттур, савӑнӑҫлӑскер! Сакӑр ҫул хушши мана Азири тӗрмере хупса усрарӗҫ, политика енӗпе айӑпа кӗрекен терӗҫ… Тата кама та пулин кӑларса ячӗҫ-и е сана кӑна-и? Джемма хӑмӑр лентӑллӑ пысӑк улӑм шлепке тӑхӑннӑ; ку шлепкен малти енӗ аялалла усӑнса, питҫӑмартине пӗтӗмпе тенӗ пекех хӗвелтен хупӑрласа тӑрать. Унпа танлаштарсан, пирӗн хӳшӗ — чӑн-чӑн салон пекех. Пӗлетӗн-и ӑна? Вунпиллӗк те тултарманччӗ-ха, хам вара латынла вырӑсла пекех лайӑх калаҫаттӑм, сӑвӑсем ҫыраттӑм. Вӑл манран ӗнтӗ хӑҫан киле тухса кайма юрани ҫинчен темиҫе хут та ыйтрӗ. Кам та пулин кунта ҫывӑхра пулнӑ пулсан, маркиз темиҫе хутчен те шӑппӑн «Говэн!» тенине илтнӗ пулӗччӗ. Вӑл, — тесе пуҫларӗ старик малалла, кӑшт тӑхтанӑ хыҫҫӑн, — Мускавра лавҫӑра пурӑнатчӗ; тӗрӗссипе каласан, маншӑн куланай тӳлетчӗ. Манӑн асанне вилчӗ, мана пурлӑх парса хӑварчӗ. Вӑранать вара ҫак чун xӑҫан та пулин, ярса илет аллисемпе вӑл мӗскӗн сӑхман аркинчен, пуҫӗнчен ярса тытать те, хӑйӗн ирсӗр пурӑнӑҫне сасӑпах ылханса намӑс ӗҫшӗн темле асап та тӳсме хатӗрри ҫинчен калама тытӑнать. Тинӗсрен ытарма ҫук илемлӗ, кӗрен кун хӑпарать, хӗвел хытӑран та хытӑрах хӗртет, ҫил те, шелленӗ пек, хӗр ҫине ҫемҫен-ҫемҫен вӗрет, чарлансем, ун ҫийӗн вӗҫнӗ май, ӑна вӑратасшӑн пулнӑн кӑшкӑраҫҫӗ. Эпӗ юрӑсене, ташша юрататӑп, вӗсем хушшинче пит аван юрлакансемпе ташлакансем пур, тӗлӗнмелле! Эпӗ йӗрӗсене танлаштарса пӑхрӑм. Ҫамрӑк Пойндекстер ҫав лашана утланса пынӑ пулсан ӗнтӗ, эпӗ хӑратӑп, ӑна чӗррӗн курма шанчӑк сахал. Нимӗн те курмарӗ вӑл. Унпа килӗшес пулать, унсӑрӑн ят тухма пултарать. — Манӑн план, — терӗ вӑл, — ӗмӗтленсе тӑнӑ ҫӗртенех ӑнӑҫмасан, пирӗн лару-тӑру ылмашӑнмасть. — Унта вӑл, манӑн атте вӗсемпе пӗрле! — тесе калаҫать ҫамрӑк хӗрача. Вара яра куна, каҫӑн малтанхи мӗлкисем палӑра пуҫличченех, хӑй шухӑшӗсемпе пӗччене-пӗччен тӑрса юлнӑ патша; ун патне, тем пысӑкӑш пушӑ суд залине, пырса кӗмешкӗн никамӑн та хӑюлӑх ҫитмен. — Саншӑн эпӗ пурнӑҫӑма парӑттӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем мана хамӑн инкеке пула, ӑс-тӑнне ҫухатнӑ ҫын вырӑнне шутласа йышӑнчӗҫ. Тоньӑн ҫӑмӑлттай индивидуализмӗ Павелшӑн тӳсмелле мар пулса тӑчӗ. — Тепӗр сехетрен килӗр. Ӗҫри тӗркӗшӳре кун иртни сисӗнмерӗ, анчах тепӗр кунне, вырсарникун, каҫхи апата ларас умӗн, вӑл арӑмӗ темле шикленсе ӳкнине асӑрхарӗ: — Мӗн эсӗ, амӑшӗ, ӑш вӗҫнӗ пек ҫӳретӗн? Кӑнтӑр енчен пӗр чарӑнмасӑр ачаш ҫил вӗрет, мана юхӑма май илсе каять. Хумсем пӗр тайлӑм ҫӗкленеҫҫӗ те, анаҫҫӗ. Ӑшӑх вырӑна ҫитсен, Лукашка ҫӗкленчӗ, виле умне пӗшкӗнчӗ, ӑна пӗр-ик хутчен ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Шыв тепӗр енче такам питӗ хурлӑхлӑ та кичем юрра тӑсса ячӗ… — Ыран эпир ҫак урока тепӗр хут туса ирттерӗпӗр, — терӗ ман профессор. Чуралӑхсӑр — прогресс ҫук, халӑхӑн пысӑк пайӗ пӗчӗк пайне пӑхӑнмасӑр — этемлӗх хӑйӗн ҫулӗ ҫинче чарӑнса тӑрать. Ученӑйсем протуберанецсене Хӗвел тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра кӑна мар, пур чухне те сӑнама вӗренсе ҫитрӗҫ. Ҫакӑн валли хӑйне уйрӑм телескоп шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна нумай хӗн-хур кӑтартнӑ, ҫын вырӑнне хуман, ҫапах та, хӑвӑрах куратӑр, вӑл чӗрӗ юлнӑ. Киле ҫуранах таврӑнтӑм, ҫулӑма ҫаврӑнӑҫлӑ турӑм — Тверской урамра манӑн громкоговоритель курас килетчӗ. Арӑму вилни нумай пулать-и? Чиркӗве виҫӗ хапха — пысӑкки, вӑтамми тата айккинчи икӗ пӗчӗкки — ертсе кӗнӗ. — Ну, юрать, бензин, — килӗшрӗ Голомб. Унӑн пӗлӗвӗсем, хӑйне май, питех те анлӑ, анчах вӑл вулама-ҫырма пӗлмест; Калиныч — пӗлет. — Мӗн чухлӗ шалу илетӗн вара эсӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Мана хама пулӑшса тӑрӑн. Константин, хӑйне чи ыратакан ҫӗртен чӗпӗтнӗ пек, ун кун хускалкаласа илчӗ, хӗрелсе кайрӗ, кулса ячӗ… — Ну, ну, — эсӗ кӑна пӑрах! — Эсӗ, — ан кул, хыткан шуйттан! Эпӗ, тӑванӑм, чӑнахах ак… Хулипех сарӑлнӑ тутлӑрах шӑршӑ ача чухнехине аса илтерет. Джон Мангльс хӑйӗн калавне пӗтерчӗ. Гленарван, тавтапуҫ тесе каларӗ те, Мэри Грантпа калаҫма пикенчӗ. — Ӑнланатӑп, ӑнланатӑп. Урӑхла мӗнле ӑнлантарса памалла-ха тата сан ӗҫӳнти, Нагульнов ӗҫӗнчи ҫитменлӗхсем ҫинчен? Давыдов сӑмаххисем унӑн халиччен капланса тулнӑ, анчах ҫиеле кӑларман хаяр ҫиллине сасартӑках амалантарса ячӗҫ. Ун патне дипломати работникӗсем пырсах тӑраҫҫӗ, хӑлхаран темӗн калаҫҫӗ, вӑл та вӗсене ҫурма сасӑпа ответлет. — Ҫак кантурта эпӗ Аллилуев купеца питӗ лайӑх хакпа тӑватӑ десятин вӑрман сутрӑм». Унӑн питӗнчен кулӑ йӗрӗ палӑрса иртрӗ: ҫав паллашупа тен темле шанчӑксем те пулнӑ пулмалла. Леноре фрау фортепьяно умне ларчӗ те Джеммӑпа пӗрле темиҫе дуэтинӑпа «сторнелло» юрласа пачӗ. Унтан ку тӗлӗк мӗне систерет-ши, ахальтен курӑнман вӑл терӗ, темрен асӑрханма хушни пулать ку. Ах, эсрелӗ! Ман куҫ умӗнче анне пӳлӗмӗн хупӑ алӑкӗ те ҫук, ун тӗлӗнчен эпӗ карт сикмесӗр иртме пултараймастӑм, хупса хунӑ рояль те ҫук, ун патне ҫывхарма мар, пӑхма та темле шикленсе кӑна пӑхатчӗҫ, траур тумтирӗсем те ҫук (эпир пурте ҫул ҫӳремелли тумсем тӑхӑннӑ), мана ҫав ӗмӗрлӗх пысӑк ҫухату ҫинчен аса илтерсе, анне ятне вараласран сыхланма хистекен тӗрлӗрен япаласем те ҫук. Ҫӗрле вӑл хӑйне хӑй ирӗккӗн туясшӑн. Ҫак вӑхӑтра дикарьсем пӑлханса илчӗҫ. Татьяна кухаркӑпа санпа калаҫнинчен кӑмӑллӑрах калаҫать. Ҫак минутсенче Марийка ӑнланса илчӗ: вӑрҫӑ Андрейӑн вӑйне пӗтерсех пырать иккен. Мӗнле таврӑнӗ-ши вӑл вӑрҫӑран? Тен, уксах-чӑлах пулса килӗ? Халӗ те вӑл улшӑнни палӑркалать. Виҫӗ уйӑх хушшинчех! — Эс ма шыва кӗместӗн? Корчагинӑн сакӑр ҫул хушшинче те тинех ирӗклӗ вӑхӑт ҫав тери нумаййи тата ҫак хушӑрах нимӗнле обязанность та ҫукки пирвайхи хут пулса тӑчӗ. Ман хыҫҫӑн городовой чупса ҫитрӗ, шӑтӑк ӑшнелле пӑхрӗ, картусне илчӗ те, именсерех пек сӑх-сӑхса илсе певчирен ыйтрӗ: — Эсӗ кам? Джеммӑпа киле таврӑннӑ чухне Санин куҫӗсем йӗпе пулнӑ-ха. Яша тӗкӗр ҫине хӑвӑрт кӑна пӑхса илчӗ те, унтан вара, питне хурлӑхлӑн пӗркелентерсе, нумайччен хӗрарӑмсем ҫинелле пӑхса ларчӗ. Комендант ҫурчӗ умӗнче пӗр казак илемлӗ кӑвак лаша, киргиз лаши, тытса тӑрать. Ӗнер эпӗ Муржеско ятлӑ Румыни адмиралӗн йӑхӗнчен тухнӑ ҫыннӑн суранне ҫыхса ятӑм. — Анне ӑҫта? — Сирӗн кунта кам? — хуллен ыйтрӗ унран Власова. Унӑн ҫурма роти, икӗ тӳп-тӳрӗ, йӑрӑс йӗр пулас вырӑнне, пӗтӗмпех тӗрлӗ еннелле ним латсӑррӑн кукӑрӑлкаланӑ та, сурӑх кӗтӗвӗ евӗр, кӗпӗрленнӗ. — Артур тӗлӗннипе аллисене хире-хирӗҫ ҫапса илчӗ. Хӑй пӗлекен девиза илтсен, вӑл йӗрсе ярасран аран-аран чӑтса тӑчӗ. Ахӑрнех, юлашкинчен шухӑшласа илни патагонецшӗн тӗрӗсрех пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл вучах валли хатӗрленӗ курӑксем ҫине хӑвӑрт пӑхса илчӗ. Мӗншӗн-ха ҫав ҫутҫанталӑках тепӗр художник илемсӗр, юрӑхсӑр ӳкерсе парать? — Мӗн мана ҫисе ярас пек пӑхатӑн эсӗ: ман куҫран та питрен ҫеҫ пӑхатӑн?! — чунӗ тӑвӑлса килнипе чышкине чӑмӑртанӑ сулахай аллипе хӑмсарса кӑшкӑрса ячӗ вӑл; унӑн ҫаврака кӗске мӑйӗнчи юн тымарӗсем тӑртанса кайрӗҫ. Oh que je voudrais ie voir ce cher comte. Мӗн вӑл сирӗн аллӑрти? Вӑл Аврама та ним пытармасӑр каласа парас терӗ. Король ман пирки тӑрӑшма хушнӑ ҫынсем ман ҫири тумтир вараланса тата ҫӗтӗлсе пӗтнине асӑрхарӗҫ те, ҫийӗнчех мана виҫсе илсе, ман валли ҫӗнӗ тумтир ҫӗлеттермешкӗн ҫӗвӗҫ чӗнсе илчӗҫ. Плугне тӗрен вӗҫӗ ҫине ан ларт-ха, вара, вӑкӑрсем лаптӑк урлӑшне утса тухнӑ вӑхӑтра сурпан ҫумӗнчи тӑпрана калекпе тасатма тиветчӗ. Том усал тухакан ҫурта кӗрсе курасшӑн ҫунчӗ. Вӑл пире текех кураймӗ ӗнтӗ». Пӗр ученикӑн ҫакна тумашкӑн чӑтӑм ҫитерме кансӗртерех, анчах пӗтӗм класпа тытӑнсан, ку ӗҫ пит ҫӑмӑл пулать. Кашни ачан икшер сехете яхӑн ӗҫлемелле пулать, пӑнчӑллӑ листасене класс пӳлӗмӗн стенисем ҫине ҫакса тухмалла. Арӑма вӗлериччен эпӗ темиҫе хутчен те хама хам кӑшт ҫеҫ пӗтермен вӗт, арӑм та наркӑмӑш ӗҫнӗ. — Эпӗ, тӑванӑм, Дмитрий… Сулахайпа, сылтӑмпа». — Пойндекстер? — Служба, мучи! — куҫӗсене ялкӑштарса илсе, Лозневой самантрах чӗн пиҫиххине ҫыхрӗ. Ҫирӗм ҫула ҫитнӗ ҫӗре вӑл улт-ҫичӗ шӑлне ҫухатма ӗлкӗрнӗ. Трухачевский пирӗн патӑрта пулнӑ… Паратӑр арсенала, чунӑрсене шуйттан илмеллискерсем! — хӑйӗннинчен урӑхларах сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ те вӑл салтаксем еннелле тӳремпе йывӑррӑн чупса кайрӗ. — Ҫакӑн пек тумпа чипер те иккен эс, тухтӑр! Венера планета вара Галилее ялтӑркка пӑнчӑ пек мар — катӑлнӑ уйӑх пек, ҫутӑ ҫурла майлӑ курӑннӑ. Апла ӗнтӗ халь вӑл сирӗн патӑрта юлтӑр, — калаҫрӗ вӑл. — Кастарнӑ виҫӗ такана тата пушмак пӑрӑва тачанкӑпа улӑштарса яма эсӗ ӳкӗтлемерӗн-и? Эпӗ хам леш енчи ҫыранта пӗрре те пулса курман. — Ҫапла ҫав, Киева, — терӗ ун хыҫҫӑн хӗрарӑм, куҫӗсене картсем ҫинчен илмесӗр. Эпӗ унӑн сасси пӗр пек, нимӗне палӑртмасӑр янранине асӑрхарӑм. — Закавказски тӑрӑх астӑватӑн-и ӑна? Ем-ешӗл садсен хушшинче ҫав ҫутӑсем ытла та ыррӑн курӑнаҫҫӗ. Унта илсе кайсан — ҫапсах пӑрахаҫҫӗ ӑна. Кайран пирӗн ҫинех калаҫҫӗ, вӗсем вӗлернӗ теҫҫӗ! Э-эх, ҫывӑрмаллаччӗ ҫавӑнта!» — тенӗ вӑл хӑйне хӑй. Пурччӗ-и Питер Уилкс кӑкӑрӗ ҫинче ун пек паллӑ? Халь ҫак ытарайманлӑх иртнӗ ӗнтӗ, Ромашов пӗлет, иртнӗ яланлӑхах. Маша пуҫне усрӗ. Мӗн чул ларас килет, ҫавӑн чухлӗ лар. Ҫак шухӑш пӗтӗм пурнӑҫӑма тултарса лартрӗ. Вӑл 1827 ҫулта пулнӑ. Ҫакӑн пек ирсӗр те йӗрӗнчӗк ҫынсене эпӗ урӑх ниҫта та курман. Анчах, пӗр сехет ҫурӑ куҫӗсене хупса выртнӑ пулсан та, кӑнтӑрла вӑл ҫывӑрма пултараймарӗ. Эс суятӑн, вӑл ят сан яту мар! — вӑрҫтарчӗ ӑна тепри. Пичӗ-куҫӗ хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ тепӗр тӗреклӗ хресчен хӑйӗн ҫӗр ҫине персе ӳкернӗ тӑшманне йывӑр аттисемпе тапта-тапта хӗнет, ӑна вӑл мӗнле те пулин «чунӗнчен» тивретме тӑрӑшать. — Эпӗ сире ӑнланаймастӑп. 1858 ҫулхи ҫутӑ комета Хӗвелтен 150 астрономи единиципе е 22,5 миллиард километр аяккарах куҫать: ку, Плутонпа танлаштарсан, Хӗвелтен тӑватӑ хут аяккарах пулать. Корольпе унӑн ӑслӑран ӑслӑ советникӗсем епископа хӑйсен таса пурнӑҫӗпе тата тарӑн вӗреннипе чапа тухнӑ чи паллӑ ҫынсене суйлаҫҫӗ; ҫавӑнпа вӗсем пӗтӗм пуп-таврашӗпе халӑхӑн чӑн-чӑн ӳкӗтҫисемпе ҫылӑх каҫаракан ашшӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Манӑн ҫывӑрас килмест… Ҫапах та лях парӑнмарӗ, ҫав-ҫавах хӑйӗн тӑшманне тавӑрасшӑн пулчӗ; анчах хӗҫпе пӗрле ҫӗрелле усӑннӑ алли вӑйсӑрланчӗ. Хӗвел, ҫӳлтен ҫӳле хӑпарса, ҫурхи куна хӑйӗн ӑшшине парать. — Аван, — терӗм эпӗ, ирӗксӗртен тенӗ пек кӑмӑлласа. Вӗсем Ҫывӑракан Негр Пуҫӗпе капӑрлатнӑ карапсем ҫине техӗмлӗ ӗҫме-ҫиме, пусма тавар, слон шӑммипе ылтӑн тиеҫҫӗ. Анчах Щукарь мучи, ним ҫине пӑхмасӑр, хӑй ҫулӗпе утать, ырӑ кӑмӑлпа ҫапла шухӑшлать: «Мӗнле выльӑх туянса янине хамах куратӑп-ха. Хӑвалакансенчен хӑтӑлма май пулӗ-ши вӗсен? — Ия. — Ну, ытах та ҫавнашкал пулсан, — чӑн та ҫавӑн пек вӑл, ку сӑмаха урӑхла ӑнланма та пулмасть, — ытах та ҫавнашкал пулсан, вӗсем культурӑсӑр, вӗсем тискер, текен ҫынсем пире хурлаҫҫӗ ҫеҫ. Сухаласси вӑл, тӑванӑм, ҫынна тӗлӗнтермелли ӗҫех мар. Ҫапла каҫченех ҫывӑрчӗ вӑл, ҫӗрле те вӑранмарӗ, тӗнчере ӑна нимӗнле вӑй та вӑратма пултарайман пекех пулчӗ. — Чи малтан ҫакна калӑр-ха: эсир, ют ҫӗршыв ҫынни, мӗнле майпа ун пек ӗҫпе ҫыхланнӑ? Ҫавӑн пек сӑмах каласси чи малтан Илийчо Ӑслая тивет: — Тав сире, тусӑмсем! Малтанхи страницисем темле ҫуланса пӗтнӗ, кӑранташ вара сарӑ та витӗр курӑнакан хут ҫине аран-аран ҫеҫ леккеленӗ. Акӑ вара манахсемИлсе тухрӗҫ ӑна таса уя,Каскаламашкӑн пуҫларӗҫ,Пульӑсемпе патрунсем пур еннеллеСапаланса — пӑр! — саланчӗҫ… Вӑл тӑчӗ те, — камин патне пырса, каллех кресло ҫине ларчӗ — каллех питне аллисемпе хупларӗ… Туй хыҫҫӑн тӑван мар атте пӗр-икӗ уйӑх пристань конторинче ӗҫлерӗ. Ӗҫлесе килнӗ хыҫҫӑн атте ларакан вырӑнта таянса ларатчӗ, аттен кашӑкӗпе аттен турилккинчен ҫиетчӗ. Кӑна ҫапах та килтен тухса кайкаласа, чӗнмесӗр ҫӳрекелесе е вӑл ҫывӑрнӑ вӑхӑтра киле тавӑрӑнсан та чӑтма пулатчӗ-ха. Ҫапла ҫав… Вилнӗ, — хушса хучӗ Бирюк, тепӗр еннелле ҫаврӑнса. Генерал Славин — пӗлетӗр-и ӑна? — вӑл маншӑн тӑван атте пекех пулса тӑчӗ, мана ярасшӑн марччӗ, анчах хамах чухлатӑп — май ҫук! Мӗнле улмуҫҫисемпе грушӑсем ӳсеҫҫӗ унӑн чӳречи умӗнче! — Ҫавӑншӑн… йӑли ҫавӑн пек ӗнтӗ… Пурте ун пек тӑваҫҫӗ. Ассӑн сывлани илтӗнчӗ. Шывӗ ӑшӑх ҫӗрте, утса каҫма меллӗ вырӑнта, хуллен ҫеҫ мӑкӑртатса калаҫнисем илтӗнеҫҫӗ, сӑмала пек хура шыв чӑмпӑлтаткаласа илет. «Чӗрчунсене Евгений Онегина суд тунӑ чухнехи пекех хакласан, ҫав тери интереслӗ пулмалла», — терӗ Катя. Акӑ эпӗр сӗтел хушшине лартӑмӑр, приказчица кӗрекере, эпӗ унпа юнашар… Хуплашки ҫине пурнӑҫ правилисем тесе ҫырнӑ тетраде те вӗреннӗ чух ҫырмалли черновой тетрадьсемпе пӗрле пуҫтарса хутӑм. Гек вӗсене ҫав вырӑна ертсе ҫитерчӗ те малалла каймарӗ. Санин, ним тума пӗлменнипе, Клюбер г-н ҫинчен ыйтса пӑхрӗ. Кӗҫех вӑл урӑх юрра юрлакаласа, ман ҫумранах чупса иртрӗ, пуҫ пӳрнисемпе шаклаттаркаласа илчӗ те карчӑк патне чупса кӗчӗ, унта вара вӗсен тавлашу пуҫланчӗ. Пирӗн чӗлхепе вӑл «ҫӑлтӑр» тени пулать. Мӗне кӗтетӗп эпӗ?» тесе ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Ҫук, капла юрамасть. Мана ак мӗнле шухӑш тарӑхтарать: ют хӗрарӑм, ҫитменнине тата ҫамрӑкскер, апла тума унӑн нимӗнле тивӗҫ те ҫуккине пӑхмасӑр, пӗр кӗтмен-туман ҫӗртен кам вырӑнне йышӑнать-ха? — ниме тӑман ҫамрӑк хӗр вилнӗ анне вырӑнне йышӑнать вӗт-ха! Пӑкки ҫул ҫинче тухса ӳксе юлнӑ пулмалла, ҫавӑнпа ырханланма тытӑннӑ сан кӗсрӳ… Ҫур кун тавлашни, ҫапӑҫни, кӑшкӑрашни уҫӑ сасӑсене тытӑнтараймарӗ, ырма пӗлмен суту-илӳ тӑвакансене ывӑнтараймарӗ. Ҫӗрпӳртсене те вӗсем пӗрле чавса тунӑ, вӗсенче вырнаҫса пурӑнасса та кам мӗнле пӗлнӗ — ҫавӑн пек мар, бригадӑн-бригадӑн пӗрлешсе пурӑннӑ. Фратю господин амӑшӗ, ывӑлӗ ытла пысӑк инкеке ҫакланнине туйса, сӑнчӑрланӑ тӑлӑпа тертленсе асап курса, ҫийӗнчен тата халӑх та нимӗн чухлӗ ун майлӑ маррине сиссе, нимӗн тӑва пӗлмесӗр аптраса тӑчӗ. Джима мӗншӗн ҫакса вӗлермерӗҫ Ирхи апат умӗн старик каллех хулана кайса килчӗ, анчах Тома тупайман вӑл; халӗ акӑ Салли аппапа иккӗшӗ те сӗтел хушшинче шухӑша кайса чӗнмесӗр лараҫҫӗ, иккӗшӗ те хуйхӑллӑ, чашӑкӗсенчи кофе те сивӗннӗ. * * * …Каласа памалла мар лайӑх-мӗн кӗрхи каҫ баржа хӳринче, руль патӗнче ларса Атӑл тӑрӑх ишсе пыма. Малтанах унӑн пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ сӑн-питӗнче хӑрани ҫеҫ палӑрать, тата вӑл темӗнле, юриех, вӑхӑт ҫитмесӗрех асапланнӑ пек тӑвать теме те пултаратӑр эсир ун ҫине пӑхсан, ҫын тени ӗнтӗ кун пек чух кирек хӑҫан та ҫавӑн пек сӑнлӑ пулать, анчах ун патне носилка илсе пынӑ чух, вӑл аманман айӑкне носилка ҫинелле туса ун ҫине хӑй тӗллӗнех пырса выртнӑ чух, эсир унӑн сӑн-пичӗ улшӑннине асӑрхатӑр, ку вӑхӑтра вара эсир вӑл темӗнле, чун хавалӗпе ҫӗкленсе кайнине асӑрхатӑр, ун ӑшӗнче сӑмахпа каласа ӗлкӗреймен аслӑ шухӑш пуррине туйса илетӗр: куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ ун, шӑлӗсене вӑл хытӑ ҫыртса лартнӑ, пуҫӗ ҫӳлелле аран ҫеҫ, хӗнпе ҫӗкленет, хӑйне ҫӗкленӗ вӑхӑтра вара вӑл, носилкӑна чарса тӑрать те, аран-аран чӗтрекен сассипе юлташӗсене сӑмах хушать, «Каҫарӑр, тӑвансем!» — тет вӑл, тата темӗн калама тӑрать, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл темӗнле чуна ыраттаракан сӑмах каласшӑн пулни, анчах унччен каланӑ сӑмахах тепӗр хут калать: «Каҫарӑр, тӑвансем!» Хӑйне инкек килсе тухнишӗн кама та пулин айӑплама шутланӑ пулас вӑл, ҫавӑнпа сехӗрлентерӳллӗ сӑмахсем каларӗ, такама акӑш-макӑш ҫиленсе юнарӗ, кресло ҫинчен сике-сикӗ тӑчӗ, пӳлӗм тӑрӑх сарлака утӑмсемпе хӑвӑрттӑн утса ҫӳрерӗ, унтан тӑнне ҫухатса, йӑвана-йӑвана кайрӗ. Пуҫӑмра ҫак шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ; эпӗ вырӑнтан хускалмасӑр хамӑн пушмакӑн хура хӑйӑвӗсем ҫине тинкерсе пӑхатӑп. Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман. Аллӑ ҫул ытла каярах вӑл — ун чухне ҫамрӑк та хитре казачка — алӑри ӗҫне пӑрахсах, кӑмака умӗнчен хӑпсах хӑйӗн малтанхи ывӑлӗ, пӑхса ытарайми пӗртен-пӗр Яшукӗ, упаленчӗк, тин ҫеҫ утма пуҫланӑскер, юнашар пӳлӗмре хӑюсӑр, чарӑна-чарӑна, ҫат-ҫат утса ҫӳренине савӑнса, кулса итлесе тӑнӑ. Пирӗн садра кивӗ чуччу пур. Кукушкин, чӗлӗмне табак тултарса, философ пек калаҫать: — Паллах ӗнтӗ, эсӗ пупӑн арӑмӗ мар, анчах та хӑйӗн должноҫӗ тӑрӑх, кӗнекесенче ҫырнӑ пек, унӑн кашни чӗрчунах юратмалла. Капитан урӑхла шухӑшланӑ. — Музыка — шӑп! Ҫӗр айӗнчи шӑтӑк патнелле чуптарнӑ ҫын, миссис Тэчерӑн упӑшки патне ҫитсе, ӑна савӑнӑҫлӑ хыпар пӗлтерме ӗлкӗрнӗ пулсан, миссис Тэчер пӗтӗмӗшпех телейлӗ пулнӑ пулӗччӗ. Андрейпе тӗл пулнӑшӑн хӗпӗртенипе унӑн пӑшӑрхануллӑ шухӑшӗсем пурте вӑхӑтлӑха манӑҫа тухнӑ. Правленире Разметновпа счетоводсӑр пуҫне урӑх никам та ҫукчӗ. Эпӗ сана, вӑхӑт ҫеҫ пар, тин пуснӑ какай илсе килӗп, чӑнах, илсе килӗп. Ку — Аэлита механикӗ, кӑвак кӗрӗклӗ арҫын ача. Нечего сказать, чудная пропорция!» Ытларах ҫырма ыйтатӑп. Техас савӑнни тӗлӗнче шурӑмпуҫ хӗрелсе килсе, хӑйӗн ачаш ҫутӑ пайӑркисемпе Индж форчӗ ҫинчи Америка ялавне ҫутатса илнӗ. — Ӑҫта пур сирӗн большевик? Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫынна вӗҫме вӗрентме пултарнӑ, анчах та ҫав вӑхӑтрах манӑн ӑна пӗрре те вӑрҫас-ятлас килместчӗ. — Тӳрленессе тӳрленӗ те, илемӗ ҫухалать! — Мӗн терӗр эсир Дингӑна? — терӗ вӑл. Вал, тӑванӗсем хӑйне мӗнле ӑсатни ҫинчен хӑвӑртрах манасшӑн пулнӑ пек, васкаса утнӑ. — Мӗн эсӗ, Гек? Таверна хуҫи ҫинчен каласа пӗлтерекенни эпӗ мар. Халӗ пирӗн оргпай пуҫлӑхӗ патне кӗрсе тух та, яра пар. — Мӗн пулчӗ капла? — тесе ыйтрӑм эпӗ, сасартӑк перӗнсе чарӑннипе. Кӑмӑл туличченех уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, эпӗ господин Фридриксон ҫуртне тавӑрӑнтӑм. Ҫав мӑн ҫамкаллӑ пӗчӗкҫеҫ этем, арӑмӗпе упӑшки уйрӑлнисене тӳсме пултарайманскер, ӑна пуринчен те ытларах канӑҫ памасть. — Эс мӗн ӑна куҫ хӗсетӗн ҫак? — тулли кӑмӑлпа ыйтрӗ вӑл. Акӑ — ача юлчӗ, — мӗн тӑвас? Халь акӑ астуса илтӗм, унтан виҫӗмкун Волынцев абажур турӗ те кайран хӑех ҫичӗ хут тарличчен шырарӗ. Ҫав хушӑра Паганель, тепӗр хут сывлӑш ҫавӑрса илсе, ҫӗнӗрен калаҫма пикенчӗ. — Ҫапла, ҫапла! — терӗ вӑл ӗнентерсе. 8) Унтан 40-мӗш статья ҫумне ҫапла хушав пур, вӑл Аслӑ Совет президиумне вӑхӑтлӑх саккунсем кӑлармашкӑн права пама сӗнет. Анчах ҫак ҫул ҫинче вӑл эпир каланӑ таракана курчӗ. Вара Бенедикт пичче ҫут тӗнчере «Пилигрим» шхуна пурри ҫинчен, ун капитанӗ Халл капитан хӑйӗн пӗтӗм экипажӗпе пӗрле тинӗсе путни ҫинчен самантрах манса, тӳрех тӗпчеве пуҫӑнчӗ. Ку е тӑн ҫухатса, е юри ҫапла выртать пулӗ тесе шухӑшлать вӑл. Юрлассине вӑл сайра юрлатчӗ, анчах ун сатурланса юрлакан юррисен влаҫӗ яланах пӗр пек ҫӗнтерӳллӗччӗ, унтан хӑтӑлмалли ҫукчӗ; ҫынсен тем пекех ӑш ҫунать пулсан та, вӑл вӗсене ҫӗклентерсе, хӑпартлантарса яратчӗ, пурте пӗтӗм вӑйӗсене пуҫтарса, хӗрӳллӗн пӗрле пӗрлешнипе вӑй-хӑватлӑ орган пекех пулса тӑратчӗҫ. — Эпӗ пултарайман… — Мӗншӗн шаккасах пӑрахмарӑм-ха ҫавна эпӗ? Урӑх вара манӑн нимрен те шикленмелле мар. Нагульнов кушса кайнӑ тутисемпе кӑштах кулса илчӗ. Ҫав самантрах аллине хыпаланса сӑтӑрса илчӗ. Манӑн вара хамӑн командӑри матроссен мӗнле айӑпа пула хӑйсен тӑван ҫӗршывӗнчен пӑрахса тармалла пулни ҫинчен ӑна тӗрлӗ майсемпе юптарса каласа памалла пулчӗ. — Мӗнле, эс часах качча тухатӑн-и? — ыйтрӗ Оленин. Апла пулсан вӑл решеткене касса татайман тата стена тӑрӑх хырӑмпа шуса тухайман пулӗччӗ. Таса турӑ амӑшӗ, тавӑрмашкӑн вӑй пар мана!» «Ак тата тепри сиксе тухрӗ! — кӑшкӑрса илчӗ хӑраса ӳкнӗ ткач. — Кама куртӑр вара эсир унта? Паллах ӗнтӗ, ку Сакнуссем аннӑ ҫулах пулнӑ, анчах эпир халӗ кунта пӗр хамӑр ҫеҫ мар, хамӑр сыхланмасӑр ӗҫленипе пӗтӗм тинӗс шывӗпе пӗрле анатпӑр. Анчах вӑл тумтир илсе пыма калать-ха, ял ҫыннисем кунсерен тӑхӑнса ҫӳрекен тумтирех юрать пуль, тумланса ярсан ҫын ан пӗлтӗр… — Вӑт мӗнле калаҫса татӑлман ҫын, — тесе мӑкӑртатса илчӗ купец. Тоня, пӑлханса, кӗпи ҫаннине турткаласа тӑрать. — Саншӑн пурте пустуй япала, — терӗ Артамонов ни ӑшшӑн, ни сиввӗн. Ниҫта та ҫук! Ҫав ҫырнисенчен эпӗ сана калаймасӑр хӑварнисене пӗтӗмпех пӗлӗн. Анчах халӗ мужиксем таттисӗр, каторгӑри пек ӗҫленине куратӑп, вӗсем хушшинче сывмаррисем, ӗҫре пӑсӑлнисем нумай, тата савӑнӑҫлисем ҫукпа пӗрех. Шел пулин те, карап ҫинче ун куҫӑмне хӑвӑртлатакан мотор ҫук. Часах вӑл Мински ротмистр Питӗрте Демутов трактирӗнче пурӑннине шыраса тупнӑ. Сан-Саба таврашӗнче юланутлӑ стрелоксен эскадронӗ хӗрлӗ ӳтлӗ пиратсен ҫулне пырса татнӑ. Икҫӗр миллион чӗре ҫине хутланӑ пӗр ӗмӗт пулнӑ пирӗн. Зеб вилӗ ҫын пуҫӗнчен шлепкине хывса илме хӑтланнӑ, анчах вӑл тем пекех хывма хӑтлансан та, ҫавна тума пултарайман: пуҫӗ ҫав тери шыҫса кайнӑ, шлепке кӑшӑлӗ хӗррипе ҫыхса хунӑ хӑю татӑлса каяс пекех туйӑннӑ. Хӑшпӗр ҫӑлтӑрсем, Хӗвелпе танлаштарсан, пирӗнтен миллион, миллиард хут та инҫетре, эпир вӗсене ҫапах та куратпӑр: мӗншӗн тесен вӗсем калама ҫук вӑйлӑ хӗрсе ҫитнӗ япаласем. Виҫҫӗмӗш актра вара эпӗ пӗтӗмпех ҫакӑн ҫинчен кӑна шухӑшласа лартӑм. Анчах та, уҫҫӑнах курӑнман паллӑсем тӑрӑх, ҫак вӗри сывлӑшра кӗр ҫывхарни сисӗннӗ ӗнтӗ. Тинкеререх пӑхсан Лось кӑшкӑрсах ячӗ: Аэлитӑн ал тупанӗ ҫинче Ҫӗр чӑмӑрӗ выртать. Дик Сэнд Сан-Фелисери асьендӑна каяс сӗнӳ пирки шухӑшларӗ. Кунтан кайма шутламастӑр пулӗ вӗт? «Вӑл лайӑх калать», шутларӗ Бульба. — Окорок ӗмӗр-ӗмӗрех! Ача ун сӑмахӗсене итленӗ, ашшӗне куҫран пӑхнӑ, ашшӗ хӑйӗн патне ҫывхарсах пынине туйнӑ. Кайранласа, «Блендон-Голле» ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ хыҫҫӑн, хӗн-хур курса тӑнисенчен пӗри хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе пӗрле ҫак утрав ҫине хӑтӑлса тухнӑ. — Ҫапла, ҫапла! Ну, сывӑ пул… Тимофей сылтӑм аллине винтовка тытса тӑрать, тимлесе итлет. Вӗсенчен пӗри Мюльредин лашине тытса панӑ, вара Бен Джойс Люкноуск ҫулӗ ҫинелле чуптарнӑ, шайка хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр енне, Сноуи шывӗн хӗрринелле кайнӑ. Эмел пулӑшрӗ-и, хӑйӗн тӗреклӗ шӑмшакӗ чире ҫӗнтерчӗ-и — тепӗр уйӑх ҫурӑран вӑл ура ҫине тӑчӗ, суранӗсем ӳт илчӗҫ, хӗҫпе каснӑ вырӑнсем ҫеҫ ватӑ козак ун чухне йывӑр аманнине аса илтерсе тӑчӗҫ. Вӗренӳ малалла пырать, анчах пуринчен ытларах пур япала ҫинчен, ялан тенӗ пекех сирӗн ҫинчен калаҫатпӑр. — Наталья Евсеевна, — хуллен кӑна калаҫма пуҫларӗ вал, — ан хӑрӑр эсир. Анчах вут-ҫулӑмӗ, вӗлермеллех ҫавӑрса илнӗскер, щельсене сӑрхӑнса кӗнӗ те ниепле те хӑпмасть. Тепӗр чухне кунта пӗр-пӗрин патне хӑнана та ҫӳреҫҫӗ, «картла» выляма та пухӑнаҫҫӗ. Шуҫӑм килнӗ чухне кӑна, ҫурҫӗр енчен, пӗлӗтсем айӗнчен, хӑйӗн сивӗ ҫунаттисемпе юр талккишӗсене ҫупӑрласа, Мускав ҫилӗ вӗҫсе килсен, вара Гремячий Лог хуторӗнче чӗрӗ пурнӑҫӑн ирхи сассисем янӑраса каяҫҫӗ; лапамсенчи тирексен ҫап-ҫара тураттисем чӑштӑртатма тытӑнаҫҫӗ, хутор таврашӗнче хӗл каҫма юлнӑ хир чӑххисем, ҫӗрхута йӗтемсем ҫинче апат шыраса ҫӗр ирттернӗскерсем, пӗрне-пӗри чӗнсе, кӑвиклетме пуҫлаҫҫӗ. — Эсир ман ҫине ан пӑхӑр, — терӗ Шубин, каллех калаҫма пуҫласа, — сирӗнпе сӑмахлама тытӑнни вара — пачах хирӗҫле япала! Савнӑ чунӑм, ку саманара унашкал хурӑнташ пулнине шутлаҫҫӗ-и вара? — терӗ вӑл юлашкинчен. Ай, Кукушкин! Ҫав романсенче мана чее шухӑшсем те, хӗрӳллӗ туйӑмсем те, асамлӑ ӗҫсем те, улшӑнми кӑмӑллӑ сӑнарсем те килӗшрӗҫ; унти ҫын ырӑ кӑмӑллӑ пулсан, пур енчен те ырӑ кӑмӑллӑ; усал пулсан, пур енчен те усал, — яш ӗмӗрте мана ҫынсем шӑпах ҫавнашкал пулнӑн туйӑнатчӗҫ; ҫав кӗнекесем пурте французла пулни те питӗ-питӗ килӗшрӗ, ырӑ йӑхран тухнӑ геройсен ырӑ сӑмахӗсене эпӗ астуса юлма, май килсе тухсан пӗр-пӗр ырӑ ӗҫре вӗсене асӑнса хӑварма пултартӑм. Вӗсем аллисене чӑмӑртаса тытрӗҫ, чуп турӗҫ. Вӑл хӑй пурӑннӑ тата халь каллех таврӑнакан тӗнчере пурте «фальчь» тенипе питех те килӗшрӗ. Анчах, Уэлдон миссис, эсир пассажирсем илсе ҫӳрекен пӑрахут ҫине куҫса ларсан, офицерпа команда тупма май килсен, эпир Вальпараисӑна кит ҫӑвне пушатма каятпӑр, — Халл капитан та ҫавӑн пек тунӑ пулӗччӗ. — Эс ҫывӑрман-им, Алёха? Э? Сильвера сӑрталла хӑпарма ҫав тери асап пулмалла. — Сирӗн ҫине те пӗрӗхес пулать, эсир хӑвӑр ленчешкеленсе ҫитнӗ, — ответлерӗм эпӗ, ҫилӗллӗн кулса тата унпа халиччен «эсӗ» тесе калаҫнине манса. Е вӑл, ҫав чӑх ӗнтӗ, анкартине вӗҫсе каҫать те пахча-ҫимӗҫ калчисене сӑха-сӑха, тӑпӑлтарса пӗтерет, е, пӑхатӑн та, вӑл — ҫӗр ҫӑтманскер — ҫӑмартине ӑҫта та пулин кӗлет айне ҫухатса хӑварать, е унӑн мӑйне пӑсара пӑрса татса каять… Унӑн сӑн-питӗнчи соборта пулнӑ хаваслӑх пӗтнӗ, халӗ ӗнтӗ, хӗвел ҫуттинче вӑл ытла та ывӑнни тата тарӑн шухӑша кайни палӑрать. Ҫаксене ҫеҫ пӗлме май килчӗ пире хамӑр патӑмӑра кӗнӗ ҫын ҫинчен. «Тата мӗн кирлӗ сана? Ҫавӑнпа та, васкаса чупса кӗнӗ Костя полк командирӗ килни ҫинчен пӗлтерсенех, Лозневой хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те палаткӑран тухрӗ. — Пӗлетӗп, пӗлетӗп. Питӗ кирлӗ пире нигилистсем. Апла пулсан эпӗ ун патне кайса килӗп, анчах асӑрхаттарса калатӑп: ӗҫ ӑнӑҫлӑ пуласса шанчӑк сахал. — Вилене кӑшлама пысӑк чеелӗхех кирлӗ мар, — тавӑрчӗ парӑнма шутламан Геркулес. Егорушка Пантелее те, ҫӑм миххине те, хӑйне те курмарӗ; вӑл нумаях пулмасть уйӑх ҫутатнӑ еннелле чалӑшшӑн пӑхрӗ, анчах унта та, лав ҫинчи пекех, сӗм-тӗттӗм иккен. — Калӑп ак. — Темиҫе ҫул ӗлӗкрех эпӗ монсиньор Монтанелли ҫинчен пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ. Танлӑн утса вӑл кӑмака патне ҫитрӗ, хӑйӗн вуттине пӑрахрӗ, ҫӗкленчӗ, хыҫалти кӗсйинчен табак енчӗкӗ кӑларчӗ, куҫне чарса пӑрахрӗ те хӑйӗн сӑмси ӑшне сӑтӑрса вӗтетнӗ донник курӑкне, кӗлпе хутӑштарнӑскере, чыхма тытӑнчӗ. — Паллах — пуҫпа. Прохор йыттине йӑхӑрса, унпа пӗрле вут сарайӗ патӗнчен пӑрӑнчӗ… Художник унӑн портретне ӳкерес пулсан, вӑл унӑн ҫапӑҫури талӑкӗнчи кирек хӑш сехечӗшӗн те чи характерлӑ пулакан ҫак саманта кӑна суйласа илнӗ пулӗччӗ. Унӑн сулахай аллине сӑтӑрса массаж тунӑ минутсенче кӑна вӑл ирхи апат тунӑ е хаҫатсем вуланӑ. Вара мана мӗнле стихсем кӑмӑла карӗҫ тесе ыйтма тытӑнчӗ. Эпӗ Савельич ҫине пӑхса илтӗм; старик хӑйне тӗллӗн кӗлтуса сӑхсӑхать. Пуриншӗн те пӗр евӗрлӗ, тусанлӑ тумтирпе хупланнӑ ырхан кӗлеткесем, шӗвӗр сӑмсаллӑ, пӗркеленчӗк, кушӑхса типнӗ питсем, кустӑрмасен мӗлтлетӗвне, шахтӑсен сӗмлӗхне ӗмӗрӗпе хӑнӑхнӑ хуйхӑллӑ куҫсем, савӑнӑҫпа хӑюлӑхра кӑнттамрах имшер алӑсем, — алӑсем, питсем, кӑвайт хӗлхемӗллӗ куҫсем, — Тӳпе ывӑлӗ еннелле тӑсӑлаҫҫӗ. Нумай та пулмасть, ӗнер ҫеҫ-ха, эсир манпа юнашар тӑрса ҫапӑҫрӑр; мана пула, маншӑн хӑраса, тӑшманпа тытӑҫнӑ ҫӗрте тӑтӑр. — Вӑл ӑна пӑхса улать иикен! — терӗҫ ачасем пӗр харӑсах. Лёля хӑйӗн ҫӗррине суттӑр, эсӗ хӑвӑн япалусене сут. — Ара, негр ҫӑрана уҫса шала кӗчӗ-ҫке, каялла тухсан ӑна каллех питӗрсе хӑварчӗ. Каллех чарӑнса тӑчӗ. Чӑн-чӑн хӑрушлӑх пуррине кура вӑл хӑйне вӑрттӑн шиклентерсе тӑракан тӗттӗмлӗхрен хӑрами пулчӗ. — Ун пек казак марччӗ эпӗ сан ҫулсенче. Акӑ, казаксем хуҫалӑха ура ҫине тӑратма, пуйма кӑна пуҫланӑччӗ. Хӑв асӑрханмасӑр ухмахла хӑтланнипе эсӗ ӑна ҫурри таран пӗтерсе те хутӑн ӗнтӗ. Николай Петровича кабинета хӑварса, вӑл пӳртӗн малти пайӗпе кайрине уйӑрса тӑракан коридор тӑрӑх утрӗ, лутра алӑкпа танлашсан, шухӑша кайса чарӑнса тӑчӗ те, уссийӗсене турткаласа илчӗ, вара алӑка шаккарӗ. Темиҫе кун иртсен, Яков Лукич ҫӗрле кантӑк хуппине такам шакканине илтрӗ, алкумне тухрӗ. Павел туйӑмӗ пачах урӑхла пулнӑ, — пӗччен хусах, вӑл хӑй пурӑнӑҫӗн пӑтравлӑ ӗнтрӗк хыпнӑ вӑхӑтне — шанчӑк евӗрлӗ пӑшӑрхану, пӑшӑрхану евӗрлӗ шанчӑк пуснӑ вӑхӑтне, ҫамрӑклӑх иртсе ватӑлӑх ҫитмен вӑхӑта ҫитсе тӑнӑ. Кил кунта, Артур, килсе лар. Вӑл хӑйне вӑраххӑн утма хӑнӑхтарнӑ. Ҫавна май вӑл ӗҫ патне те, ҫав ӗҫ унтан тарса пытанма пултарнӑ пек, упанни пек куҫӗсене хӗссе, хуллен йӑпшӑнса пынӑ. Эсӗ — Смолинсем патне каятӑп, те… Ҫав вӑхӑтрах хам унтан тӗрлӗ япала ҫинчен ыйтатӑп, вӑл кӑмӑллӑнах каласа парать. — Ӑҫта кил? — сиввӗн, шанмасӑртарах ыйтрӗ Лозневой. Енчен те эсӗ ӑна вӗлеретӗн е енчен те ӑна экзаменран тӑратса хӑвараҫҫӗ — вара пӗтнӗ! Кӑткӑс мар вӗт? — Мӗн кирлӗ сана, чорбаджи? — каллех ыйтрӗ вӑл, Беспортевӑн хаярланнӑ сӑн-питне курсан. Ҫаксем вара пурте пӗрле — ҫак йӳҫсе ларнӑ тӗттӗм пӳлӗм, ҫӗр варринчи ҫак вӑрттӑн, фантастикӑлла, ним ҫутӑсӑр ӗҫке, ҫак ӑсран тайӑлнӑ икӗ ҫын — пӗтӗмпех Ромашов ҫине сасартӑк вилӗмпе тӑнсӑрлӑхӑн тӳсме ҫук хӑрушлӑхӗпе вӗрсе ячӗ. Эсӗ тин ҫуралнӑ ачасен кӑвапине касма та стариксен грыжине тӗксе кӗртме пултаратӑн, а нервӑсене вара така турӑ кӗнекине пӗлнӗ пекех пӗлетӗн! Эсӗ ячейка секретарӗ кӑна мар, парти членӗ те пулаймастӑн, пӗлсех тӑр ҫавна! Тӳрлетес пулать, ҫитменнине часрах тата. Тем усалӗ ертсе кӗчӗ ӗнтӗ ҫамрӑк ачана вӑл историе… Ҫак нимӗн курӑнман ҫӗрте Мюльредине епле шыраса тупатӑн? — Аҫтӑрхан хыҫҫӑн мӗн? Турӑҫӑм, сӑрӗсем мӗнле! ман шухӑшпа кунта сарӑ сӑр питӗ сахал, виҫӗ пуслӑх та пӗтермен-и тен, йӑлтах симӗс те ҫулӑм тӗсли. — Эпӗ ответ кӗтетӗп, — терӗ полковник. — Мӗн каланине мантӑн-им? Юлашкинчен кошевой малалла тухрӗ те: «пансем, запорожецсем, сӑмах калама ирӗк парӑр-xa!» терӗ. — Вӗсене ашаксем тапӑнмаҫҫӗ пулсан, — ӑйванла пекле ответлерӗ майор. Эпӗ те сиртен ыйтса пӗлме тӑрӑшӑп. Мадам тутине ҫыртрӗ те куҫне чарах уҫса пӑрахнипе унӑн куҫхаршийӗсем ҫамки ҫине улӑхса кайрӗҫ. — О, ҫук, куҫран тӗртсен те курӑнман ҫӗрте ӑна ҫав хумсем ҫине ярас тесен, ухмаха тухас пулать. Путакан карап ҫинчен ҫӑлнӑ тепӗр чӗрӗ чун та, чӗлхи пулнӑ пулсан, тен, ҫакнах тепӗр хут калӗччӗ. Ҫутҫанталӑк чиркӳ мар, мастерской кӑна, этем — унта ӗҫлекен. Анчах Алексей вӗсене итлесе: «Телейлӗ ҫынсем! Вӗҫеҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ, а эпӗ ӗнтӗ сывлӑша урӑх нихҫан та ҫӗкленеес ҫук», — тесе шухӑшларӗ. Шӑнса виле пуҫланӑ Миките аран-аран тӑрса ларнӑ та, шӑнасене хӑваланӑ пек, аллине сӑмса тӗлӗнче кӑтарта пуҫланӑ. Анчах ҫак объемра та совет инженерӗсем икӗ кӗске хумлӑ передатчик вырнаҫтарма пултарнӑ. Вӗсен «бип-бип-бип» тесе паракан сигналне мӗнпур Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи радио юратакан ҫынсем итленӗ. — Укҫи пач сахал пулнӑ тет хӑйсен, ҫапла калаҫҫӗ ҫынсем. — Хӑратӑп эп унран, урӑхла калас-тӑк — ман ӑна хам ҫинчен начар шухӑшлаттарас килмест… Эп пӗлетӗп! — сасартӑк хушрӗ Лодыжкин, вара ҫавӑнтах шарманка аврине пикенсех ҫавӑрма пуҫларӗ. Хӑйӗн лассоне чӑркаса хӑтланнипе вӑл каярах юлнӑ. Анчах акӑ вӑл та йӗнер ҫине сиксе ларнӑ та хыҫҫӑн хӑваламашкӑн вӗҫтернӗ. Ҫук-и? Петерсон ҫӑварӗн хӑрах кӗтесӗпе кӑна кӑштӑн кулкалать — куллинче мӗскер-тӗр ирсӗрри, киревсӗрри, ҫӗленли. Анчах сӗтел ҫинче ирхи апат лартма та ӗлкӗрейменччӗ-ха, вӑл ҫара пуҫӑн, хир чечекӗсен пысӑк ҫыххине тытса, пӳлӗме чупса кӗчӗ. Унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче виҫӗ ҫулхи хӗрача ларать. Вӑл ӗненсех калаҫатчӗ: — Эпӗ ҫӗре витӗрех куратӑп, ӑна кукӑль ӑшӗ пекех кладсемпе тултарнӑ: пур ҫӗрте те укҫа хурансемпе, арчасемпе, чӳлмексемпе алтса лартнӑ. Нордбрук-ши вара? Ара Флор сӑмсахӗ те ун ҫинче вӗт. Ку ҫын Юрдан чорбаджи иккенне Колчо сасартӑках уйӑрса илчӗ. Воропонов, кӑвакрах хӑлхисене хускаткаласа, калаҫма чарӑнать, вара Илья сӑран сутӑҫинчен:— Эсӗ ман ӗҫе ӑнланатӑн-и? — тесе ыйтать. — Э, юрӗ-ҫке, барин, — пӳлчӗ вӑл мана кӑмӑлсӑр сасӑпа. Тата акӑ мӗн каларӗ вӑл:— Енчен санӑн аллусем ҫӑмлӑ, кӑкӑру ҫӑмлӑ пулсан — ку эсӗ пуясса пӗлтерет, — терӗ. Вӑл сыпӑксенчен ССР Союзӗнчи нацисемпе расӑсем ҫӗршыв пурнӑҫӗн хуҫалӑхлӑ, политикӑллӑ, обществӑллӑ тата культурӑллӑ мӗн пур сферисенче пӗр пек правасемпе усӑ курни курӑнса тӑрать. Вӑл тимсӗлсе итлерӗ, анчах пӗрмай тӳрех мана ҫӑвартан пӑхса тӑчӗ. Никам та килмерӗ. Кӑштах кил хуҫи арӑмӗ патне кайса лар, эпӗ сан умӑнта калаҫма хал ҫитерейместӗп. Пирӗн ҫӑлавҫӑсене, хӑюллӑ икӗ ҫак ҫынна, вӑрттӑн вӗлерес тӗллевпе эсӗ пире тем те пӗрпе аптӑратасшӑн. — Нимӗн те пулман, — хуллен каларӗ вӑл, — йывӑр мана кунта, Климка. — Ох, асатте, вӗсем епле пулни ҫинчен каласа пар, — тенӗ Синопа, старик аллинчен тытса тата ӑна ӗҫлеме чӑрмантарса. Придворнӑйсенчен хӑшпӗрисем хыпӑнса ӳкрӗҫ, запорожецсене тӗккелеме пуҫларӗҫ. Чи кирли акӑ мӗнре: хӑвӑр хӗҫ-пӑшалланнӑ ручной тата станковӑй пулеметсене пӗтӗмпех упраса хӑварса, совхозра вӑтӑра яхӑн груз турттармалли автомобиль тытса илсе, Миллерова патнелле хӑвӑрт каяс пулать. Ытти иккӗшне эсӗ пӗлетӗн. Йывӑр ӗҫ ҫав-ха ку! Тумтир тавраш ӑҫта шырамалла? Тен, аташатӑп-и эпӗ? Паян пулса иртни — официаллӑ сасӑланинчен те вӑйлӑрах, тӑванӑм. Пӗр ҫӳлӗк ҫинче кивелнипе саралса кайнӑ плакат тӗркемне тупрӑм. Том хӑйӗн айӑпне туннӑшӑн ӑна татах та хытӑрах ҫаптарчӗҫ. Ну, сывӑ-и?.. Эпӗ татах санпа пӗрле. Севастопольти ҫар, ҫӗрлехи тӑвӑллӑ тинӗс пекех, хум хыҫҫӑн хум килнӗ пекех каплана-каплана килет, вӑхӑт-вӑхӑта вӑл сайралнӑ пек те, чӗтренӗ пек те, каллех пӗр чӑмӑр пулнӑ пек те курӑнать. Вӑл бухта патӗнчи кӗпер урлӑ каҫса Ҫурҫӗр енчи салтаксемпе хутшӑнса пырать. Вӑл, ҫакӑ сӗм-тӗттӗм ҫӗрле, темӗн чухлӗ харсӑр салтак выртса юлнӑ вырӑнтан, хӑй юнӗпе шӑварнӑ вырӑнтан, тӑшман икӗ хут вӑйлӑрах пулнӑ пулин те вунпӗр уйӑх хушши хӳтӗленӗ вырӑнтан вӑл урӑх ҫӗре куҫса каять. Лайӑх заведующи-и? Пӗр ҫын кӑна ҫак савӑнӑҫа хутшӑнмарӗ. Ӑна хам мӗн туни ҫинчен ӑнлантарса пама питех те йывӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен кунта пурӑнакан ҫынсем ҫырулӑхпа литература ҫинчен нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ. Тӗмӗсене сирсе, уҫланкалла Матвей Юргин ура ярса пусрӗ. Ҫӗклесе килеттӗм те ӑна, вӑл михӗрех, халӑх умӗнче мана намӑса яма шутланӑ, — шӑпах правлени тӗлне ҫитнӗччӗ, — ну, эпӗ ун пуҫне кӗлт ҫеҫ айккинелле пӑртӑм… — Асту! — Ыран та ҫакна калӑп-ши вара? Акма ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе Ганс кратер айккисемпе ҫавӑрӑнкаласа пырать. Е эсӗ вара, страницине татса илнӗ библирен пирӗшти хӑрать, тесе шухӑшлатӑн-и? Ун умӗнче Анюта пулнӑ. Мотор шавӗ пӗр минутлӑха та шӑпланман. — Так точно, шартрез. Ара, лешӗсем ҫинчен калатӑп-ха эпӗ… Унтан вӑл тин иртсе кайнӑ вӑрҫӑпа тусӑннӑ, чура сутуҫисем тапӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсӑрланнӑ вырӑнсене: Килембу, Уруа, Ломане пуҫламӑшне, Улунду, Ловале ҫитсе курнӑ, Кванза урлӑ каҫса, Гаррис Дикпа ун юлташӗсене ертсе кӗнӗ никам ҫӳремен вӑрман витӗр Сан-Фелиппе-ди-Бенгала портне ҫити, вара юлашкинчен Атлантика океанӗн хумӗсене курнӑ. Ҫакӑн пек Казондери суту-илӳ вырӑнӗ. Анчах мана киле таврӑнма кашни кунах йывӑрланса пычӗ. Павлуш, вут умне чӗркуҫленсе ларса, вӗреме кӗнӗ паранкӑ пиҫессе сыхласа, шӑрпӑкпа тӑрӑнтара-тӑрӑнтара пӑхать. — Тарӑн пулин… — Хурах пусса, ҫын вӗлерсе ҫӳренисӗр пуҫне урӑх нимӗн те тумасть. Сире итлесен, эпир этемлӗх тулашӗнче, унӑн законӗсем тулашӗнче пурӑнатпӑр. — Э, вӗрентсе пыр! — автомачӗпе сулса илчӗ Умрихин. Андрей пӗрремӗш шеренга варринче тӑратчӗ. Америкӑна уҫнӑ хыҫҫӑнах испанецсем индеецсене Мексикӑна илсе киличчен вӗсен лашасем пулман. Нумай ҫын пулнӑ унта, темӗнле купцасем те, поставщиксем те, капитан ӗҫ пуҫламӑшӗнчех пурне те пӗлсе тӑнӑ. Старик, пӳрнисемпе сӗтеле шухӑша кайнӑн шӑкӑртаттарса, сӑмаварӑн ҫап-ҫутӑ йӗсӗ ҫине ӳкнӗ хӑйӗн сӑнне сӑнаса, чылайччен ответ памасӑр ларнӑ. Столицӑсенчи хӗрарӑмсем нумайрах та, тата лайӑхрах та вӗренеҫҫӗ-и, тен, анчах яланах ҫын ҫинче пулма вӗренни вӗсен характерне часах тикӗслет, вӗсен чунӗсене пуҫри шлепке пекех пӗрпеклетет. Ӑна пӑхма Дик Батпа Актеона хушрӗ. — Пирӗн, ахӑртнех, Тӗпполитҫут ҫумӗнче мораль тӗлӗшпе ӗҫлекен инспектура организацилемелле, унта Корчагина аслӑ инспектор тумалла пулать пулмалла. Марья Николаевна ун хулпуҫҫийӗсем ҫине таянчӗ, ҫӗр ҫине хӑвӑрт сиксе анса, мӑклӑ тӗмеске ҫине пырса ларчӗ. — Пирӗн ирӗк мар, турӑран! — шӑппӑн, витӗмлӗн каланӑ арӑмӗ. Вӗсем шыва путнӑ баржӑн палуби ҫине, трюмӗсене ҫапӑҫӑва кӗрсе кайнӑ пек ыткӑнчӗҫ, — ҫуйхашни, мӗкӗрни, шӳт тунисем ҫеҫ илтӗнчӗҫ. Халь ҫӗрлехи кӗлӗ, вӗсем — савӑнӑҫлӑн шавлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, темле ӑраснарах йышши гитарӑсем калаҫҫӗ, форточка витӗр пӑхӑр чӗлӗхсен сасси уҫҫӑн янраса тухать. Ҫӑтса ячӗ океан Халл капитанпа ун матросӗсене. Вӑл хресчен кӗпи тӑхӑннӑ, ӑна камран та пулин вӑхӑтлӑха илнӗ пулмалла. Тытасран хӑранӑ пекех, вӑл йӗри-тавра пӑхкалать. Ирсерен эпир ҫӑкӑр пӗҫернӗ ҫӗре ҫӑкӑр илме ҫӳреттӗмӗр, кайран вӗренеттӗмӗр. Ҫӑрттан мучи хӑйӗн вӗҫӗмсӗр юмахне татах та нумая тӑснӑ пулӗччӗ-и, тен, анчах кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем саланма пуҫларӗҫ. Ҫитрӗмех эпӗ ҫав ҫурта, чи кансӗрри вара ӑна палласа илессиччӗ. Эс хӑҫан вӑхӑт ҫитерӗн? Блиндажран тухакана вӑл тата та тасан, тата та уҫҫӑн туйӑннӑ. Каҫӗ те уяр, лӑпкӑ тӑчӗ. Паллах, ҫавна пула Макҫӑм хӑйӗн схизматикӑлла чарусӑр чунне ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑ, анчах «Контрактсем» вара чылай лапкӑн иртнӗ, чаплӑ йӑхран тухнӑ амӑшӗсем те нумайӑшӗ хӑйсен ывӑлӗсен шӑпишӗн пӑшӑрханма пӑрахнӑ. Ҫап-ҫутӑ пӑнчӑ пек курӑнакан бомба тӳпере чарӑнса тӑнӑн туйӑнчӗ, — кун пек чух вара вӑл хӑш еннелле кайса ӳкессе ниепле те тавҫӑрса илме ҫук. — Озеров портсигарне кӑларчӗ. Анчах вӑл мана курчӗ те патаккипе тенкел айӗнчен хӑваласа кӑларчӗ. — Ҫук, курман, ӑна курма та ҫук, — тет Илюш аран илтӗнмелле хӑйӑлтатакан сассипе, — эпӗ ӑна куртӑм, илтнӗ… Говэн та йыттисем пекех атакӑна хатӗрленчӗ. Унӑн тути сиккеле-сиккеле илет, мӑйӑхӗ хускалать. Саклине пӗр енчен чул ту ҫумне тӗртӗнтернӗ. Унӑн алӑкӗ патне шутарса ӳкерекен виҫӗ картлашка тӑрӑх хӑпармалла. Каяҫҫӗ пулсан, луччӗ-ха вӑл, чӑрмавӗ сахалтарах. Ахаль кунсенче вӑл плис курткӑпа ҫӳренӗ, праҫниксенче килте тунӑ тӑла сюртук тӑхӑннӑ; расхутне вӑл хӑйех ҫырса пынӑ. Ҫурҫӗр Двина шывӗн хӗрринче китаецсем урамрах кӗписене ҫӑваҫҫӗ те вӗсене пысӑк чулсем ҫине сара-сара хӗвел ҫинче типӗтеҫҫӗ, пыр тӗпӗнчен тухакан сасӑпа хӑйсем темен сӳпӗлтетеҫҫӗ. Ку вӑхӑтра хуҫалӑхра пирӗн виҫӗ ҫулхи кӗсре кӑна юлнӑччӗ. — Динго! — кӑшкӑрса ячӗ Гаррис. Кун пек вӑхӑтра, ҫӗр ҫине анса ларма ниепле те май килмен чухне, лётчик, самолётпа ҫӳлерех хӑпарса, хӑй парашютпа сикме пултарать. Тискер кайӑк этеме ерипен вӗҫертрӗ. Вӑл юрӗччӗ-ха, анчах Воропаевӑн икӗ пӳлӗмне халӗ те штукатурка туман, кантӑксем те лартман. Ҫавӑнпа та вӑл Воропаев хӑйӗнпе тунӑ договора пӑсасран хӑрать — вӑл, унӑн доверенноҫӗ тӑрӑх, ҫурта Воропаев ҫумне вунӑ ҫуллӑха ҫирӗплетнӗ-ҫке-ха. — Аmidos! — терӗ вӗсене индеец. Эпӗ ҫав ҫынна хирӗҫ виличченех вӑрҫма хатӗр. Манӑн тарҫӑ алӑка ҫӑрапа питӗрме ӗлкӗрчӗ кӑна, Грушницкипе капитан ман алӑка шаккама та пуҫларӗҫ. Акӑ сире прислуга та, — хушрӗ вӑл алӑкран кӗрсе тӑнӑ, ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ, ҫурӑк ҫанӑллӑ кӑвак сӑхман тата ют ҫын аттисене тӑхӑннӑ ача ҫине кӑтартса. Тӑкӑл-такӑл сӑхсӑхкаласа: «Свят, свят, свят!» — тесе пӑшӑлтатса, Щукарь тӑпах чарӑнса тӑрать, йӗвен аврине лаштӑрах алӑран кӑларса ӳкерет, мухмӑрӗ янках уҫӑлса каять. Эпир унтан ыйтса пӑхнӑ ӗнтӗ! — Юрӗ, пырӑп та-и, тен, — терӗ Оленин. — Рима каяссине илес пулсан, — тесе пуҫларӗ вӑл ҫӗнӗрен, — эсӗ, эпӗ каяссине хирӗҫ пулсан… Хайхискер халь килнӗ хӑнасене туслӑн сывлӑх сунчӗ, лешсем Радӑна аллинчен чӑмӑртарӗҫ. Ҫакӑ унӑн хӗвелпе пиҫнӗ пит-куҫӗнчен те, аллисенчен те, хӗрлӗрех сӑмсинчен те паллӑ пулнӑ ӗнтӗ. Ак халӗ те сире эпӗ калатӑп — тупӑнать вӑл! Санина каярах тӗл пулакансем пурӑна киле хурапа шурра куркаласа вӑл пачах урӑх ҫын пулса тӑнине курнӑ. — Господа, кайӑпӑр; чей ӗҫме кайӑпӑр, мӑнаппа. — Мана тухрӗ, — терӗ вӑл, тарӑннӑн сывласа илсе. Кун ҫути килсе вӗсене хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсене хӑваласа ямасӑр тискер кайӑксем ҫӑварта пулас япала аллӑран вӗҫертменнине аванах пӗлет вӑл. — Чухӑнни чухӑнах ӗнтӗ, пӗлетӗп, вунҫиччӗмӗш ҫулта хамӑр полкпа Румыни фронтӗнче пулнӑ чухне хамах курнӑ, — ҫирӗплетсе пачӗ Аким. Рита председатель каланине итлеме тытӑнчӗ. Килӗр-ха, ҫак пӑтӑрмах иртсе кайиччен кӑштах тӑхтӑр, пӗрле пытанса ларар, э? Тусем урлӑ ансӑр та хӑрушӑ сукмаксем кӑна пулнӑ. Пуянсем ҫав тусем урлӑ мулсемпе ҫӳренӗ, вӗсене унти вырӑнсене лайӑх пӗлекен ҫынсем ҫул кӑтартса пынӑ. Чухӑнсем ҫуран утнӑ; тепӗр чух вӗсем ҫулран аташса кайнӑ та юр ӑшӗнче шӑнса вилнӗ е тӗпсӗр ҫырсенче пӗтнӗ. Сире ҫӗнтертӗмӗр. Эсир мана хамӑн агрономи ӗҫӗнче пулӑшма пултаратӑр, мӗнле те пулин усӑллӑ канаш пама пултаратӑр. Хуллен аяларах та аяларах анса пынӑҫемӗн, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пӗвӗпе авкаланчӗ, ҫӳлелле тапаланчӗ, чӗрнисемпе кантрана ярса тытма хӑтланчӗ, анчах вӑл сывлӑша ҫеҫ тытрӗ. Сивчир хирме тытӑнчӗ. Азотейӑра Техасри плантацисенче кун хӗвел тухсан пуҫланать. Зинаида тӳрленсе тӑчӗ те аллине тӑсрӗ… Конвойнӑй нимӗҫсем вара, ҫав тери хытӑ тарӑхнӑскерсем, колоннӑран вунӑ ҫынна туртса кӑларчӗҫ те, вӗсене ҫул хӗрринче персе пӑрахса, колоннине малалла хӑваласа кайрӗҫ. — Турра шӗкӗр, унта шӑпах-ха. Инсаров аллине тӑснӑччӗ ӗнтӗ. Мӗнле сиенлӗ йӑла-ха вӑл санӑн: ҫын сӑмахне пӳлмелле! Анчах ҫавӑнтах пит-куҫне пӗркелесе илчӗ те:— Ҫук, куҫ умӗнчех каламастӑп! — Темшӗн начарланнӑ вӑл, — калаҫас килмен пек тавӑрчӗ Разметнов. Унта, витере, пӗр мистер Кольхаун лаши ҫеҫ тӑрать. — Ҫиетӗр-и эсир ӑна е ӗрчететӗр-и? — Сирӗн аннӗр вилнӗ хыҫҫӑн, эпӗ урах нихҫан та авланасшӑн марччӗ, анчах… анчах шӑпа ҫавнашкал пулмалла. Эп ӑна Алтӑнӑвӑ ялне ӑсатса хӑвартӑм, унтан вара… Ну, Дмитрий Павлович, эпир сенатра каланӑ пек каласан, ӗҫ ҫинчен каласа парӑр-ха эсир. Анчах Давыдов, кубанка шӑтса тухасса шанса тӑнӑ хушӑрах, хӑйне иккӗлентерекен шухӑшӗсене ниепле те сирсе яраймарӗ, ҫавӑнпа та вӑл правлени ӑйӑрне йӗнерлесе кашни кунах хӗвел хӗртнипе кӑмрӑклансах ларнӑ, акса хӑварнӑ пулин те вилнӗ пек хуралса выртнипе хӑратакан уйсене пӑхма кая-кая ҫӳрерӗ. Марьяна кӗтес патне ҫитсен, вӑл васкамасӑр, йӗркеллӗн ҫӗлӗкне ҫӗклерӗ те пӑрӑнса ҫул пачӗ, унтан, урисене кӑшт саркаласа, пуҫ пӳрнисене пиҫиххи хушшине чиксе тата кинжалӗпе выляткаласа, каллех хӗре хирӗҫ тӑчӗ. Анчах таврара пурте сисӗнмесӗрех хӑвӑрт улшӑнса пынӑ, пур ҫӗрте те, сӑмахсемпе ӗҫсенче те ҫӗнни, пӑлхатаканни ҫине тӑрса кӑшкӑрнӑ. Миҫен кунта эсир? — Корчагин-и? — терӗ вӑл. Унтан Лушка кӗтмен ҫӗртенех ҫивӗччӗн вӑрт-варт тӑрса ларчӗ, хуҫлатнӑ чӗркуҫҫисене аллисемпе ыталаса илчӗ те сасартӑк куласси килсе кайнипе чӗтре-чӗтре, сасӑсӑр кулса ячӗ. Ырӑ чӗрчун ӑна килӗшнӗ, вӑл ӑна хӑй патне карап ҫине илнӗ. Анчах Динго хӑйӗн ҫӗнӗ хуҫине хӑнӑхайман. Вӑл хӑйне такам унчченхи хуҫинчен ирӗксӗр уйӑрнишӗн, ҫак пушӑ, ҫынсӑр вырӑнта ӑна шыраса тупма май ҫуккишӗн тунсӑхлать тесе шутлама май пулнӑ. Акӑ ҫывхарса килекен команда кӗпӗртетни илтӗне пуҫларӗ, йывӑҫсем хушшипе хӗҫпӑшалсем йӑлтӑртатни курӑнать. Пӗр ҫӗр аллӑ салтак вӑрмантан сиксе тухрӗҫ те, кӑшкӑрса хӳме патнелле вӑркӑнчӗҫ. Ӑна чупса кайсан аван пулатчӗ — вӑл утӑпа утать пулсан, ӑҫтан чупса кайтӑр-ха, итту тӑлланӑ лаша пек ҫеҫ утать. Кӑнтӑрла тӗлнелле Робертпа Макс-Набс виҫӗ киви тытса кӑнтӑрлахи апатӑн илемне кӳчӗҫ. — Ҫук, вӑл тӗрӗс, — терӗ Краузе. Мана хама хам лӑпкӑ пулма хушмаллаччӗ, эпӗ хушрӑм та. Хӗр, Дубава кула-кула паллаштарнине итленӗ май, Корчагин ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Сенкер тутӑрӗ айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫ пайӑркине майлаштарса, тутӑр айне кӗртсе хучӗ. * * * Уҫӑ прери ирӗклӗхне пӗр пӗчӗк вӑрман утравӗ кӗрсе ларнӑ. Будапешт альбомӗ уйрӑмӑнах тӗлӗнтерчӗ ӑна. Мӗн пирки вара? Манӑн упӑшка нумайччен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ; вӑл мана мӗн каланине пӗлместӗп, хам мӗн каланине те ас тумастӑп… ӑна эпӗ сана юрататӑп, тенӗ пулас. Марья Кириловна ҫак тӗнче курса ҫӳренӗ ҫынӑн илӗртӳллӗ сӑмахӗсене интересленсех итлесе пыратчӗ, сасартӑк Верейский Кирила Петрович енне ҫаврӑнчӗ те: — Кусем мӗскер капла ҫунса хуралнӑ ҫуртсем, сирӗннех-и вӗсем? — тесе ыйтрӗ. «Эпӗ вӑл мана юратнине ун чухнех пӗлнӗ вӗт, — шухӑшларӗ вӑл: — тата унчченех… Сывлӑх сунмасӑр-тумасӑрах хаҫат татӑкӗ тыттарчӗ, унта хаҫат тексчӗ урлах. «Колхозран кӑларӑр», тенӗ сӑмахсене кукӑр-макӑррӑн ҫыркаласа хунӑ. — Жаркийӗн сасси туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек янӑрать. Хама мӗн кирлине местечкӑра туса пӗтертӗм те, килен-каянсен ҫуртӗнче еврейсен фаршланӑ ҫӑрттанне васкаваррӑн ҫырткаласа, ӑна мӑшкӑлтак шывӗ пеклерех пӑтранчӑк сӑрапа сапласа, килелле тапрантӑм. Карчӑкӑн старикки ҫак йӗкӗте: «Ах, ҫунса кайманскер эсӗ, тӑшман ачи!» — тет те, туйипе ҫурӑмӗ тӑрӑх ярӑнтара парать! Мӗншӗн вӗсем кунта кашнинчех ҫак таркӑн негр апатланнӑ чух чупса килеҫҫӗ? — Ман Морскойри хваттер мӗнле, чиперех-и? Йӑлӑнтарасшӑн пулар мар ӗнтӗ хальхинче. Ӗненнӗ пулӑр мана эсир, ку питӗ кирлӗ япала, манран ытла вӑл сирӗншӗн кирлӗ. Пӑх эсӗ: ҫичӗ каччӑ, икӗ хӗр, ачасен ачисем вунтӑххӑрӑн, вӗсен ачисем пилӗк, — мӗн чухлӗ тӗртсе тултарнӑ! Ун ҫумӗнче вӑл ҫав тери телейлӗ, ним ҫинчен те шухӑшламарӗ, ыран ирхине ҫак телей пӑчланасси ҫинчен те аса илмерӗ. Эпӗ ӑна халех хӑваласа ҫитетӗп… — тетчӗ. — Ҫапах та эсир мана вӗсем аллӑн пулнӑ тесе ӗнентерейместӗр, — терӗ хирӗҫ майор. Король пурах, анчах вӑл таҫта паллӑ мар ҫӗрте пурӑнать. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вал: «Мӗн тӑвас тетӗн ӗнтӗ, пӗтрӗ картина» — тенӗ пек аллине сулса илчӗ. — Мӗншӗн? — терӗ Паганель, хулпуҫҫисене хӑпартса. Майор Стручков, ӑна хӑйӗн савӑнӑҫлӑ, кӑштах тӑрӑхлакан куҫӗсемпе чалӑшшӑнтарах пӑхса сӑнаса выртаканскер, кашнинчех ҫапла пӗлтерчӗ: — Халӗ ӗнтӗ, граждансем, эсир ҫутҫанталӑкри тӗлӗнмелле япалана куратӑр: аслӑ шаман Алексей Мересьев, Ҫӗпӗрти вӑрмансенче те никам ҫӗнтерейменскер, хӑйӗн репертуарӗпе тухать. Унччен вӑл лесничи патӗнче пурӑнать. Вӑл халӗ кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн та гимнастика тума тытӑнчӗ. Ҫакна вӑл ҫирӗппӗн каларӗ, халь унӑн сасси ман кӑмӑла куҫҫуль тухмалла ҫемҫетнӗ чухнехи пек ҫепӗҫ мар. Каяс самант ҫитрӗ. Ҫулсем ҫинче ҫӳреме ирӗкленнӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех мана вӑрмана, чалӑшса кайнӑ пӗр-пӗччен хаттӑ патне, ҫӗнӗ вӑйпа туртма пуҫларӗ. Ларкӑчӗ ҫинче аллине вӑрӑм хулӑ тытнӑ ливрейлӗ лакей ларать. Джемма хӑйӗн амӑшне чуптума пуҫларӗ… «Пилигрим» капитанӗ карап поварӗ умӗнче чӗтресе ӳкмӗ. — Питех те аван судно, ун ҫинче кашни моряк хаваслансах капитан пулӗччӗ. Шуйттанӗ! Ҫамрӑк ҫын пире чӗреренех тав турӗ: ҫӑк шӑрӑхра япаласене йӑтма пултарайман пулӑттӑм терӗ. Долинник, ҫилли тӑвӑлса ҫитнӗ Шлемӑна итлесе, ирӗксӗрех кулса ячӗ. Пулӑшу — ҫынсем, туртӑм вӑйӗ — илтӗр-и? Кӗлту эс уншӑн! Эй, турӑ, те, унӑн ҫунне канӑҫлӑх пар, те. — Эй, турӑ, унӑн чунне канӑҫлӑх пар! — пӑшӑлтатса илнӗ Фома. Уэлдон миссис та Джека букварьпе мар, пысӑк хӗрлӗ саспаллисем ҫырнӑ йывӑҫ кубиксемпе вӗрентрӗ. Вӑл ҫутӑличченех пухура юлчӗ, штос мӗнле вылянине пӑхрӗ, хӑй те вылява хутшӑнкаларӗ, анчах чун-кӑмӑл туртӑмӗ те, хавхаланӑвӗ те пулмарӗ унӑн. — Унтан вӑл, Озеровпа юнашар тӑрса, малалла каларӗ: — Ҫапла ҫав, пирӗн ҫар тӑваттӑмӗш уйӑх чакать ӗнтӗ. — Сирӗн хулара пурӑнмалла, Павелпа тӗл пулма пӑрахмалла пулать, тата ахаль те… Ҫӑварсене карса пӑрахнӑ! — юнашарах янраса илчӗ полковник сасси. Чӑнлӑха тӗпчесе пӗлес ӗҫрен парӑнма юрать, анчах суд ӗҫӗсене туса пырассинчен пӑрӑнма юрамасть. — Вӑл мана паллайманни ним те мар. Анчах часах мана пулӑшма тарҫӑ чупса ҫитрӗ те кайӑкӑн мӑйне пӑрса лартрӗ. Вӗсен самӑр та ҫирӗп пичӗсене малтанхи ҫӳҫ-сухал мамӑкӗ тухса тулнӑ, ку ҫӳҫ-сухала бритва та перӗнмӗн-ха. Каҫхи апат ҫисен тата хӑшпӗр чухне каҫа хирӗҫ кампа та пулин садра уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн — тӗттӗм аллейӑсем тӑрӑх пӗччен ҫӳреме эпӗ хӑратӑп — эпӗ галерейӑна урайӗнче ҫывӑрма каятӑп; хама нӑйлатса ҫӳрекен вӑрӑмтунасем ҫыртаҫҫӗ пулин те, унта ҫывӑрма мана питӗ ырӑ. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗме тутар хӗрарӑмӗ кӗчӗ. «Вӑл та хураллать е ӑҫта та пулсан шӑвать-ҫке», — шухӑшларӗ вӑл чеченец ҫинчен. Ирсӗр ҫын, ним чухлӗ те ӗненместӗп эпӗ ӑна. Пӗчченлӗх тата йывӑр кичемлӗх туйӑмӗ унӑн кӑкӑрне хӗстернӗ. — Сывӑ-и, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл, ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ пуҫӗ ҫинчи пӗчӗк ҫӗлӗкне ҫӗклесе. Курӑн акӑ, вӑл эсӗ шутланӑ пек мар. Халӑха йӑпатаканӑн хисепне ҫитнӗ ӗнтӗ эп, урӑх нимӗн те пултараяс ҫук! Вӑл ертсе пынипе хӑй пекех суккӑр ҫуралнӑ учениксем художниксем валли краскӑсем хутӑштараҫҫӗ. Профессор вӗсене краска тӗсӗсене вӗсен шӑрши тӑрӑх тата вӗсене алпа хыпашласа пӗлме вӗрентнӗ. Яков Лукич самантлӑха чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан уссине якаткаласа илчӗ те, мӑнаҫлӑрах курӑнас тесе пулмалла, сӑмахсене тӑстарса, анчах хӑйне хӑй каланӑ пек:— Тына пӑру пур манӑн, самӑр, йӑлтӑртатса ҫеҫ тӑрать! — терӗ. — Кунашкал калаҫма пӑрах эсӗ, тусӑм! Вӗсем халь ҫапах та, тӑвӑлпа аташса кайса, Полинезири пӗр-пӗр усал утрав ҫине лекмен вӗт, пысӑк ҫӗр ҫине тухрӗҫ. Аҫӑвӑн хӑрушӑ шӑпине вӑл пӗлмесӗрех юлни юратчӗ те пулӗ». Карап ҫине ларса кайма та май килес ҫук: сиртен нихӑшӗ те карапа тытса пыма пӗлмест. Вӑл, темӗн аса илесшӗн пулса, ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан каллех кӑштах хӗрелсе кайрӗ те юлашкинчен вара татсах: — пурте! — терӗ. Ӑнлантӑр-и? Лешӗн те унта паллакан пулман. — Васканӑ, васканӑ, Александра Ивановна, — тепӗр хут каларӗ лесовод, — хӑйӗн сӑмахӗсемпе унӑн чунне мӗн тери ыраттарнине пӗлмесӗр. Ҫук, ҫук! Халӗ эпӗ ӑнланатӑп ӗнтӗ: кунта геройлӑхран — стихийӑлӑх, ответсӑрлӑх ытларах. Мӗн ыйтатӑн эсӗ манран? Ҫак кунсенчех ҫамрӑксен коммунистла ушкӑнӗ тумалла. Вӑл тем пек тарӑхса ҫитрӗ, ҫапах хӑйне чарса тӑма хӑват ҫитерчӗ. Ку Черных бригадинчен пулас. Санӑн юн тӗпӗнчен авалхи-авалхи юлашкилӗх — хӗрлӗ тӗттӗмлӗх — тапма пуҫланӑ ахӑр, ку — пурнӑҫа тӑсас туртӑм-хӑват. Хӑйне ытлашши ҫирӗп тыткалать. Ҫав сасӑ мӗнрен пулнине, паллах ӗнтӗ, тепӗр ҫӗрте шырамалла пулать. — Вӑхӑт ҫитрӗ, — тенӗ вӑл малалла, — пирӗн Синопӑна вӗрентме тытӑнмалла пулать. Йӑнӑш пулчӗ. Хӑюсӑррӑн ҫывхарса пычӗ Санин Розелли г-жа ҫурчӗ патнелле. Пирӗн хушшӑмӑрта урӑхран сӑмах та пулма пултараймасть. Помещиксен класне, пурте пӗлеҫҫӗ, граждан вӑрҫине ҫӗнтерӳллӗ вӗҫленипех пӗтерсе хунӑ. Амӑшӗ халтан кайнӑ пек туйса сак ҫине ларчӗ. — Эсӗ тин кӑна Тӳпе ывӑлӗ сана темӗскерпе аптӑратнине пӗлтертӗн. Франци мар-ши? — Юлашкинчен каҫрӑн-и? — Ҫапла, юлашкинчен… Озеров капитаншӑн пулсан, хӑй хыҫҫӑн шыв хӗррине пырса тухнӑ ҫынсем пурте каҫса пӗтнине пӗлни питӗ кирлӗ пулнӑ пулас. — Ну, юрӗ, юрӗ, — терӗ вӑл кӑштах именсе, хӑйпе Андрей хушшинче малтан хирӗҫӳ пулнӑ пек, анчах халь ӗнтӗ унпа тинех мирлешнӗ пек. — Ну, пурте аван ӗнтӗ, кайӑпӑр. Тӑхта, мӗн эсӗ — ботинкуна ҫухатрӑн-им? — Эпӗ ҫаплипех пыратӑп, — терӗ Андрей та именсе. Гро-Аленпа Жоржетта та выртрӗҫ; Гро-Ален — Рене-Жан ҫине, Жоржетта Гро-Ален ҫине пуҫӗсене хучӗҫ те, виҫӗ пӗчӗк «хурах» ҫапла ҫывӑрса кайрӗҫ. Англин, французсен, испанецсен, португалецсен укҫисем, гинеясемпе луидорсем, дублонсемпе иккӗллӗ шеясем, муадорсемпе цехинсем, Европӑри юлашки ҫӗр ҫул хушшинче пулнӑ мӗнпур корольсен сӑнӗсене ӳкернӗ укҫасем, хӗвелтухӑҫри ҫӗршывсенчи тӗлӗнмелле укҫасем, те пӑявсен ҫыххине, те эрешмен картине ӳкернӗскерсем, ҫаврака е тӑваткӑл укҫасем, мӑйран ҫакса ҫӳреме варринчен шӑтарнӑ укҫасем — ҫак коллекцире пӗтӗм тӗнчери укҫасене пуҫтарнӑ. Эпӗ тӳрех комендант патне илсе пыма хушрӑм та, тепӗр минутран пирӗн кибитка йывӑҫ чиркӳ ҫывӑхӗнчи ҫӳлӗ вырӑнта ларакан пӗр йывӑҫ пӳрт умне пырса чарӑнчӗ. Вара мана ҫапла ӑнлантарчӗ: приказчик майрасен кӑмӑлне кайсассӑн, — суту ӗҫӗ лайӑхрах пырать мӗн. — Вӑл мӗскӗн, пурӑнас пулсан, мӗнле хӗн курӑччӗ-ши? Чипер утсан, ку ҫула 10 — 12 кунта утса тухма пулать. Гек хӑйӗн шухӑшӗпе шутсӑрах нумай кӗтсе тӑнӑ, анчах нимӗн те пулман-ха. Зеб хӑй йӗнерӗ ҫумӗнчен лассо вӗҫертсе илнӗ, турӑ лашана мӑйӗнчен ункӑласа илнӗ те кантрана тепӗр вӗҫӗнчен туртӑнтарса лартнӑ. Нимӗн те калайман эпӗ, нимӗн те ӑнланайман. Ан кулян, Артём, мана тупӑка чикме ҫӑмӑлах мар. Пушкин пулӑн-и тен; вуланӑ-и Пушкин ҫырнине? Ӗшенсе ҫитнӗ тарӑн куҫӗпе вӑл ман ҫине пӑхрӗ те пуҫне сулкаласа илчӗ, тутисем темӗн каласшӑн пулчӗҫ те калаймарӗҫ; куҫҫулӗ тухрӗ унӑн, вара ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ. Вӑл калла тавӑрӑннӑ ҫӗре ҫыхӑну линийӗ сыпӑннӑ, Хуан-Альваредо вилӗ выртнӑ. Мюльреди, йывӑр аманнине пӑхмасӑрах, лагерь еннелле упаленнӗ, эпир ӑна лагерьтен виҫҫӗр утӑмра ҫитсе тупичченех вӑл пире вӑхӑтран-вӑхӑта пулӑшма чӗннӗ. Анчах унӑн ӗҫӗ ҫакӑнпах пӗтмен. Даша инке ҫынсен савӑнӑҫӗпе савӑнатчӗ, ют ҫынсен хуйхишӗн хуйхӑратчӗ, пӗрне вӑрҫатчӗ, тепӗрне мухтатчӗ. — Эх, лаши чипер те! — терӗ хорунжий. — Вуннӑ ҫурӑра! — Паян вуламастпӑр-и? — ыйтрӗ вӑл Павкӑран. Вутӑ ӑшӗнче шӑшисем кӑштӑртатаҫҫӗ, ҫуначӗсем ҫинче пӑт-пӑт хура пӑнчӑллӑ хӗрлӗ кӑпшанкӑсем чупаҫҫӗ. Эпӗ сире панӑ шантару ҫеҫ чӑн пултӑр… Упӑшкам тавӑрӑниччен эпӗ сире кунтах юласса шанатӑп. Ҫав интереслӗн аркатса пӗтернӗ кӗнекесенче пуринче те событисем тӗрлӗрен, ҫӗршывсемпе хуласем пӗр пек мар пулин те, ҫапах та сӑмах пӗрмаях пӗр япала ҫинчен пынине эпӗ пит час ӑнланса илтӗм: лайӑх ҫынсем вӗсем — телейсӗр тата вӗсене лайӑх маррисем хӗсӗрлеҫҫӗ, лайӑх маррисем яланах лайӑххисенчен телейлӗрех те ӑслӑрах, анчах, юлашкинчен, темскер сисмелле марскер лайӑх маррисене ҫӗнтерсе илет те, вара лайӑххисем савӑнса хӗпӗртеҫҫех. Ун чух вӑл курса тӑракан ҫынсене тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ: хайхискере ҫӗре ҫавӑрса ҫапрӗ, ҫитменнине ӑна ҫивӗч сӑмахӗпе кастарса, ҫӗр ҫумне пӑталасах лартрӗ, йӑлтах пӗтерсе хучӗ. Кунта вара Яков Лукич тавҫӑрса илнӗ пек пулчӗ: «Ох, йӗркеллӗ ҫынсем мар кусем!» «Пӳске ӑшӗнче ҫветтуй сывлӑш ларать, вӑл пӗтӗмпех пӗлет», — тет Джим. Приказчик арӑмӗ унпа пурӑнать, — ҫакна мӗнле ӑнланмалла? — Эсир савӑнатӑр-и? — ыйтрӗ вӑл манран. Шубин вӗсем калаҫнине ним шарламасӑр итлесе ларчӗ, малтанхи пекех пӑлханмасӑр, хӑй ҫине пӑхса йӑл кулакан Зоя енне кулӑшла, салхуллӑн пӑхкаласа, киленсе кайсах апат ҫирӗ. Аллисене хаплаттарса илеҫҫӗ. «Шӑп вӑхӑтра ӗлкӗртӗн эсӗ, Петро: ыран Иван Купала. — Аван. — Питӗ хӑвӑрт утрӑм, ваше превосходительство! Эпӗ каларӑм: ҫак порошока хӑвӑл пӑхӑр е тимӗр кӗпҫе ӑшне чыхса тултарсан, вут хыпса илнӗ чух ҫав порошок кӗпҫе ӑшӗнчен тимӗр чӑмӑра е свинец чӑмӑра пит вӑйлӑ та хӑвӑрт кӑларса ярать те, вӑл ҫитсе ҫапнине нимӗн те чӑтса тӑраймасть. Вӑл ҫиес килмесӗрех ҫикелерӗ, салхуллӑн каларӗ: — Эпӗ халь, Марье, тӑварланӑ арбуз ҫинӗ пулӑттӑм. Кун пек ҫапӑҫӑва эсир патшалӑхсем хушшинче пулакан вӑрҫӑ тесе шутлатӑр. Атте — ҫак инкек пирки чупса ҫӳренӗ чух, тепри сиксе тухрӗ: Фома пӗр компание кӑштах Атӑла путарман. Эпӗ вун икӗ утӑм виҫрӗм те ҫав кӗтесе кайса тӑтӑм. Арӑм таврӑниччен часрах пеме ыйтрӑм. Халлехе калаҫманни лайӑхрах вӗт? — Тьфу. — Хӗрхен хӑвна!.. Горький урамӗнчи магазинсен чӳречисене хӑмасемпе ҫапса лартнӑ, шала хӑйӑр тултарнӑ. Тӑкӑрлӑксенче, каллех вылямалли япаласем пек, рельсӑсенчен тунӑ тутӑхнӑ «чӗрӗпсем» выртнӑ. Йӗри-тавра лӑпкӑ… Ну, факт, маншӑн тусла тӑрӑшнӑшӑн! Кашни салтак тенӗ пекех пӗччен юлнӑ Севастополь ҫине Ҫурҫӗр енчен пӑхса, ассӑн сывласа илет, чӑмӑрне йӑтса тӑшман енне юнать. — Плутон, вӑл мистер Генрие вӗлернӗ тесе шухӑшламастӑн пулӗ эсӗ? Эпӗ турюнӗ мӗнле сыптарнине, ҫав вӑхӑтра пачӑшка мӗн каланине тата манӑн мӗн тумаллине каласа кӑтартма ыйтрӑм. Мучи пӗр вӑхӑт ҫаврӑнкаларӗ, ахлаткаларӗ, темскер калакаларӗ, анчах Сергее унӑн сасси тӗлӗкри пек, инҫетрен каланӑ пек ҫемҫен илтӗнсе тӑчӗ, сӑмахсем ӑнланмалла мар, юмах евӗрлӗ туйӑнчӗҫ. Вӗсем ҫак килӗшӳсӗр сӑвва темӗн тӗрлӗ калама, вӗҫӗмсӗр улӑштарма вӗренсе ҫитнӗ, вара йӗп-йӗпе тара ӳкнӗ Давыдов, ачасене, Лушкӑна тата хӑйӗн ҫемҫешке кӑмӑлне чунтан ылханса, Лушкӑпа пӗрле икӗ урам тӑваткалӗ кайнӑ ҫӗре хайхи «унаман чуста» унанӑ чуста, тӑварсӑр, кӑпӑш, тутлӑ чуста тата темле чуста та пулса тӑнӑ. Юлашкинчен Давыдовӑн тӳсӗмӗ пӗтсе ҫитнӗ: хӑйӗн чавсине хытӑ чӑмӑртаса тытнӑ Лушкӑн тӗксӗм пӳрнисене ҫемҫен вӗҫертсе, вӑл: «Каҫар, манӑн вӑхӑт ҫук, васкамалла», — тенӗ те пысӑк утӑмсемпе малалла утнӑ. Пуҫла, вӑхӑта ан тӑс! — кӑшкӑрчӗ кӗтме юратман Демка Ушаков. Пӗтӗм таврана ҫутатса ячӗ те вӑл, разведчиксем сывламиех пулчӗҫ. Гобунӗ кам вара вӑл? — ыйтрӗ Николай. Шыв хӗрринчи ҫын рядовой салтак пулчӗ иккен. Тӗлӗнмелле лайӑх ҫанталӑк, ҫапла мар-и? Картус козырёкне ҫӗклесен вара унӑн куҫӗсем, хӗвел ҫутатнипе, ҫавӑнтах ҫемҫереххӗн те кӑмӑллӑраххӑн пӑхма пуҫларӗҫ. Сыхланасса асне илмесӗрех вӑл катаран сиксе тухрӗ те ирпе хӑй аннӑ ту тӑрринелле катмакланса хӑпарчӗ. Бяла Черква енне тепӗр хут пӑхасшӑн пулчӗ вӑл. Парижра этемлӗх инкекӗсен историне — прогресс историне вӗрентӗм. Каччӑ патне пыл леҫет… Тепӗр кунне кунӗпех амӑшӗ вилнӗ ҫынна пытарас пирки ӗҫлесе ирттерчӗ, каҫхине вара, Николайпа Софья тата амӑшӗ чей ӗҫсе ларнӑ чух, вӗсем патне Сашенька пырса кӗчӗ… — Каҫарсамӑр, унта Бунзен! — Пирӗн ял… Джек бантсем тӑрӑх грот-марс ҫине е фор-брамстеньга ҫине хӑпарнипе е ытти хатӗрсем тӑрӑх палуба ҫине шуса аннине Уэлдон миссис пӗр хӑрамасӑр сӑнарӗ. Кит тытма хатӗрленни Тинӗс чӗрчунӗ «Пилигрим» экипажне мӗн-ма ҫав тери хаваслантарса яни паллӑ. Ӑна итлеҫҫӗ, анчах эрешмен ҫиенсене хирӗҫ тӑма килӗшменнисем те тупӑнаҫҫӗ, ҫапла вара тискерчӗксем вӗсене ҫурт уратисем ҫинчех вӗлерсе пӗтереҫҫӗ. Анчах Бекки тухмарӗ. — Андрей сӗтел умне пырса ларчӗ, кӑранташпа хут кӑларчӗ… — Ҫапла, ҫапла! ҫапла каларӗ… Вара вӗсем виҫҫӗшӗ те кулкаласа илчӗҫ. — Ача мӗнле? Ун пеккипе шӳт тӑваҫҫӗ-и вара? — Ман шутпа, эсӗ кунтах, ун пирки иккӗленме кирлӗ мар, анчах санӑн, ватсупнӑн, пуҫу кутӑн ҫаврӑнса ларнӑ. Эпӗ ытла та савӑнса хавхаланатӑп. Рене-Жан, Гро-Ален тата Жоржетта вӑранман-ха; вӗсем ачалӑхӑн тутлӑ та лӑпкӑ ыйхипе ҫывӑраҫҫӗ. Чӳречесене пачах хупласа илекен е сирӗлсе уҫӑ хӑваракан тӗтӗм хумӗсем витӗр вӗсене виҫҫӗшне те курма пулать. Ҫак вут-ҫулӑм хӑвӑлӗнче вӗсем, хӑйсене хӑйсем пулӑшма пултарайманскерсем, ҫулӑмпа ҫуталакан урайӗнче илемлӗн сарӑлса, лӑпкӑн ҫывӑраҫҫӗ. Вӑл ҫакӑнта ларнӑ чухне унӑн пуҫӗ ҫийӗпе темле хура лӑпкӑ кайӑк вӗлтлетсе иртрӗ те аяккалла вӗҫсе кайрӗ, — кайӑк вӗҫсе иртни ӑна ыйхӑран вӑратса ура ҫине тӑратрӗ. Анчах вӑл тӑма пултараймарӗ. Ултавҫӑ эсир, акӑ кам! Тепӗр самантран Демка ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех. — Ирхи апатран ҫывӑрса юлатӑн, командир, — терӗ хыттӑн карчӑк. Вара ун ҫумӗнчен хӗрне туртса илсе кайрӗҫ — вӑл ҫаплах ӗсӗклесе макӑратчӗ-ха. — Туркӑсен пусмӑрӗнчи сирӗн «ирӗклӗ казачествӑна» куртӑм та чиртен сывалтӑм… Эпӗ сире пурсӑра та хӑна тума пултаратӑп. Ӑна поезд килес умӗн пӗрлештерме маннӑ, урӑх нимӗн те ҫук. — Пыр хӑвӑртрах, — пӑшӑлтатрӗ Марьяна. Майор пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ, халӗ те хӑй умӗнче ура ҫинчех тӑракан лётчик ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те, ӑна хӑех пукан шутарса пачӗ. Елена умӗнче Инсаров ятне пӗрремӗш хут асӑнчӗҫ; вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйрӗ; ҫав вӑхӑтрах вара ҫавӑн пек лайӑх пӗлӗш кӗтмен ҫӗртен тухса кайнӑшӑн хӗрхеннине палӑртмалла иккенне ӑнланса илчӗ; анчах вӑл ячӗшӗн кӑна тума хӑйне пусахлама та пултараймарӗ, Анна Васильевна ахлаткаласа куляннӑ вӑхӑтра унчченхи пекех пӗр хускалмасӑр, ним шарламасӑр ларчӗ. Ну ю-юрӗ, ҫапах та илӗр, тен, кирлӗ пулӗ. Вӑл темле ним те шарламасть — вӑл пӗр сӑмах каланине те астумастӑп эпӗ. Эпӗ сывӑ мар. …Ҫак кунсенче эпӗ тетрадь ҫине нимӗн те ҫырмарӑм, мӗншӗн тесен ҫырас килмерӗ. Апла пулсан, пирӗн хресченсем вӗсем — эксплуатацирен хӑтарнӑ хресченсем. Горева «армире» пулман талӑксенче военно-полевой управлени хулан инҫетри кӗтессинчен хулан кӑнтӑр енчи кварталӗсене куҫса килнӗ, Александра Ивановна хӑйпе пӗрле тахҫантанпах служить тӑвакан ҫынсем хушшине пырса тухсан, ӑна ҫавӑнтах Томас Мюнцер переулокӗнчи пӗр чылай пуян коммивояжерӑн питӗ илемлӗ ҫуртне вырнаҫтарчӗҫ. Ҫакна Сакнуссем тӗл пулман, ку чул унтан каярах капланса ларнӑ. Швабрин Алексей Иваныч, акӑ, ҫын вӗлернӗшӗн пирӗн пата куҫарнӑранпа пиллӗкмӗш ҫул пурӑнать. Вӑл вара хӑйне моториста куҫаричченех ыткӑнчӗ. Ҫамкине шурӑ тӗспе сӑрланӑ, сӑмсине хӗретнӗ, куҫхупанкисене хуратнӑ. Лере пӑсӑлнӑ пулмалла. Хирӗҫ ответ пулман. Халӗ ӗнтӗ, тусӑм, эсӗр мӗн курнине пурне те епле пулнӑ, пурне те нимӗн пытармасӑр каласа кӑтартӑр, нимӗн те ан хӑрӑр. Класс лӑпланса, тӗршӗнсе ларчӗ. Регистрациленме!.. Тӳпере Ҫурҫӗр ҫурчӑмӑрӗнчи пур халӑхсем те пӗлекен пӗр ҫӑлтӑр ушкӑнӗ пур — вӑл Пысӑк алтӑр ҫӑлтӑр. — Юрӗ, юрӗ. Вӑл сан патӑнта вӗреннӗ-ҫке. Ҫапла вара, ку та тӗлӗк пулчӗ! Этем тени ҫавӑн пек ӗнтӗ вӑл. Ну, марш, хӑвӑртрах! — Каяс пулать, епле пулсан та часрах тапранмалла! Пушӑ урапасем ҫинче ларса пыракан темиҫе хресчен пире хирӗҫ пулчӗҫ; вӗсем йӗтем ҫинчен таврӑнаҫҫӗ, хӑйсен мӗнпур кӗлеткипе сике-сике илсе, урисене суллантарса юрӑсем юрлаҫҫӗ; анчах пирӗн урапапа старостӑна курсан, сасартӑках чарӑнаҫҫӗ те хӑйсен хӗллехи ҫӗлӗкӗсене хывса (ку ӗҫ ҫулла пулсаччӗ), урапа ҫинчен анса темӗн хушасса кӗтнӗ пек кӗтсе тӑраҫҫӗ. Акӑ Стёша ҫулсерен пӗрер ача туса пама пуҫлӗ. Унта хаваслӑ: выляҫҫӗ, юрлаҫҫӗ. Ҫынсем ҫине пӑхса илсен, вӑл ҫак шухӑш тӗрӗс пулнине курчӗ. «Кашниех каять, пурте». — Пӗчченех… мар… — шӑппӑн ответленӗ Ефим, Любовь еннелле куҫхӳрипе пӑхса. Ҫулҫӳревҫӗсем кӗписене типӗтрӗҫ, часрах тутлӑ какай татӑкӗсене ярса илчӗҫ. — Юрать. Эс кулма пултарасран хӑратӑп эпӗ… — Ҫук» калӑр-ха, мӗншӗн улталарӑр эсир мана? — ҫиллессӗн ыйтрӗ Ромашов. — О, ҫапла ҫав, пухӑнчӗ! — терӗ те Реде, ҫӳхе те типӗ тутине ҫуласа илчӗ. — Паллах… пулнӑ манӑн. Пулнӑ, — терӗ вӑл, хӑй мӗн каланине хӑй те илтмесӗр. Анчах кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ун патне пӑлханса кайнӑ, телейлӗ сӑнлӑ Федя Мазин чупса килчӗ те, ывӑннипе хашка-хашка, хыпар пӗлтерчӗ: — Атя! — Пӗрех хут Вольдемар господина вӑйӑ пирки ӑнлантарма ирӗк парӑр, — йӗкӗлтекен сасӑпа кала пуҫларӗ Лушин: — унсӑр вӑл вуҫех аптӑраса ӳкрӗ. «Апла пулсан, эпӗ шутланӑ пек мар иккен: унчченхине эпӗ телейсӗрлӗх тесе шутланӑччӗ, тӗрӗссипе вара пурте лайӑх пулнӑ, ӗлӗкхиллех. Каҫхи апат валли паян эпир икӗ чӑмкӑҫ пӗр гага пӗҫертӗмӗр. Пӗр-пӗр чаплӑ вагонри ещӗк айне кӗрсе ларса Туркестана кайман-ши вӑл, выҫӑхнӑ Мускавран ҫуранах хӑй килне таврӑнман-ши, теттӗм. Хӗрарӑма хирӗҫ тавӑрас тесен, ӑна вӗлерсе хӑтланма та кирлӗ мар, — вӑл пустуй! Пирӗн килте хӑравҫӑсемпе пӗчӗк ачасем ҫук. — Мӗншӗн?.. Олейник сержанта взвод командирӗ патне чӗнтерчӗҫ. — Анчах та халь тавлашмалли вӑхӑт мар. — Ҫылӑхсем вӗсем ӳтрен, шуйттаанран пулаҫҫӗ! — Танюшка, — терӗ вӑл ҫавӑрӑнса ҫутӑ-хӗрлӗ ситец кӗпе тӑхӑннӑ, алӑк хыҫӗнчен шикленсе пӑхса тӑракан пӗр вунвиҫӗ ҫулхи ҫараураллӑ хӗрачана: — барыня валли подноспа пӗр стакан шыв илсе кил, илтетӗн-и? Яланхи закона пӑсса пер чунтан кӑна килнӗ «инкеке» хирӗҫ тӑма ҫутҫанталӑк хӑй ҫӗкленнӗ. — Вӑл вуниккӗре ҫеҫ. Марс хӑйӗн калӑпӑшӗпе Ҫӗртен ҫичӗ хута яхӑн пӗчӗкрех. Ҫынсен сассисем ачасем патнех ҫитеймеҫҫӗ, анчах сӑрнайпа труба шӑхӑрни хытӑрах илтӗнет, ҫавӑнпа та сӑрнай пирвайхи хут кӑшкӑрнине илтсенех, Жоржетта ҫиме пӑрахрӗ те мӑйне тӑсрӗ. Труба кӑшкӑртса ярсан, вӑл кашӑкне хучӗ. Сӑрнай иккӗмӗш хут янӑрасан, сылтӑм аллине ҫӗклесе шӗвӗр пӳрнине тӑратрӗ те кӗвӗ майӗн пӗр виҫеллӗ сулкаласа ларчӗ, сӑрнайпа труба кӑшкӑртни шӑплансан, пӳрнипе ҫӳлелле тӑратнипех шухӑша кайса, шӑппӑн кӑна пӑшӑлтатса:— Музикӑ, — терӗ. Команди ҫӑлӑнса юлнӑ. Ӑна ытти карапсене вырнаҫтарнӑ та малалла ишнӗ. Тӗлӗнмелле япала! Касьян вӗсене витлет, вӗсемпе шӑхӑркаласа илет; унӑн ури айӗнчен пӗтӗлтетсе путене чӗппи вӗҫсе тухса кайрӗ, — вӑл та ун хыҫҫӑн пӗтӗлтетсе юлчӗ; ун пуҫӗ тӗлнех тӑри, ҫуначӗсене чӗтревлӗн вылятса, хӑйӗн юррине шӑрантарса анма тытӑнчӗ, — Касьян ун майлӑ юрлама пуҫларӗ. Хӑлхана хупласла савӑнӑҫпа ахӑрса-кӗрлесе, пин ҫурӑ ҫын тӗрлӗ еннелле тапса сикрӗ те, ҫӗр вӗсен ури айӗнче тӑрӑлтатса чӗтресе те янласа-янӑраса ҫех юлчӗ. — Мӑн тума, Том мистер? Юрлакалаҫҫӗ-юрлакалаҫҫӗ те каллех шӑпланса тӑраҫҫӗ. Сӑмахран, акӑ, ӗнерхи кунах илер-ха: вӑраха хӑварма ҫук пысӑк ӗҫпе манӑн карта хыҫӗнчи инҫетри кӗтесе каймалла пулчӗ, йӗри-тавра пӑхрӑм — качака ҫук. Ӑсталӑхпа Иохима ҫитесси пани Попельскӑйшӑн та пайтах инҫе пулнӑ. Конвой салтакӗ те кулса илчӗ, анчах ҫав самантрах вӑл сӑнӗпе тӗксӗмленчӗ те ӳсӗрчӗ. Даша инке ура ҫине тӑчӗ. — Ҫук, эп асӑрхаман. Тепӗр тесен, ӗҫет те пулас… Вӑл час-часах ашшӗ унран хӑйӗнчен хӑранине те туйнӑ, акӑ халь те хӑрать вӑл. — Ку чӑн, вӑраннӑ эпӗ, — шухӑша кайнӑн каланӑ Фома, унтан аллисене пуҫ хыҫнелле ярса, сӑмахне малалла тӑснӑ: — ҫавӑнпа ыйтаҫҫӗ те санран, мӗнле ҫын эпӗ — санӑн шутупа? Ҫӑлкуҫӗ юхса кӗнипе пулнӑ шыв кукӑрӗ ҫыранӗнче ҫурӑмӗсемпе ман еннелле икӗ старик лараҫҫӗ. Ҫав кукӑра ҫӑлкуҫӗ юхса кӗнипе шыв тӑтӑшах хумханса тӑрать. Санин унтан тӗлӗнсе тӑранаймарӗ: ӑна ҫак ытармалла мар илемлӗ пит-куҫ сасартӑк ҫав тери кулӑшла пулма пултарни ӑраснах тӗлӗнтерчӗ. Пӗррехинче Тринидада патӗнче эпӗ унӑн парусӗсен тӑррине куртӑм, анчах пирӗн капитан хӑрарӗ те, ҫавӑнтах каялла, Порт-Оф-Спэн еннелле ҫаврӑнчӗ. Павела курсан, кала — эпӗ ун сӑмахне илтрӗм, те. Анчах Давыдовӑн юлашки сӑмахӗсене илтсен, вӑл ун ҫинелле пӑхса илчӗ… Анчах вӑрман хӗрринче ҫаплах-ха репродуктор кӗрлет, артподготовка кӗрлевӗ витӗр, сайра-хутра, Мускавран килсе ҫитекен ҫулпуҫ сӑмахӗсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ. — «Аслӑ Ленин ялавӗ… сире хӳтлӗх патӑр! Манӑн, хайхискер, тӑватӑ вӑкӑр та икӗ ӗне пулса тӑчӗ. Ҫыран хӗррипе Лось пырать, — ҫухавине ҫӗкленӗ, ҫиле хирӗҫ пӗкӗрӗлнӗ, ҫурӑмӗ хыҫӗнче тӗксӗм шарф вӗлкӗшет, урисем шӑваҫҫӗ, питне юр касса чӗрмелет! Усси сахал. Кунсӑр пуҫне, эпир вӑрӑ-хурахсенчен хӑтӑлсан, сан пек тинӗс ҫинче ҫӳренӗ опытлӑ морякӑн пулӑшӑвӗ пире карап ҫинче питӗ кирлӗ пулать, — терӗм. Юханшыв ҫав юрӑсене хирӗҫ ассӑн сывласа выртнӑ. Сулахайра айлӑмра ним хускалми пӗве кӑваккӑн курӑнса выртать, ун йӗри-тавра шупкарах симӗс хӑвасем ӳсеҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем ҫиелтен пӑхма мӑкӑрӑларах тӑнӑ пек курӑнакан шыв ҫине ӳкнӗ. Пӗр хӗрарӑмӗ тӳрленсе тӑрать, ыратакан пилӗкӗ ҫине икӗ аллине те хурса, Егорушкӑн хӑмач кӗпине куҫӗпе пӑхса ӑсатать. Ҫук. Вӑл йӑнӑшман: ку чӑнах та Африка, кунта ӑна хӑйне, ун юлташӗсене кашни утӑмра хӑрушлӑх юнаса тӑрать. Ҫак географиллӗ вырӑнсене каласа тухнӑ хыҫҫӑн вӑл тата ҫакна хушса хучӗ: — Пирӗн ҫул паллӑ ӗнтӗ, тусӑмсем. Хурахсем, ҫисе тӑранса, пӗрин хыҫҫӑн тепри тӑрса сӑхсӑхрӗҫ, хӑшӗсем ӳплесене саланчӗҫ, ыттисем е вӑрманалла утрӗҫ, е, вырӑссен йӑлипе, канма выртрӗҫ. Мӗншӗн? Тӑтӑш ҫумӑрсем пуҫланса кайсан, лӳппер выльӑхсем малалла утасшӑн мар, кунсӑр пуҫне аслатиллӗ ҫумӑрсенче мӗнпур кӗтӳ сехӗрленсе ӳкет, выльӑхсем хӑранипе ухмаха тухса каяҫҫӗ. Миките арӑмӗ Марфа, ӗлӗк хитре, ӳрӗк арӑм пулнӑскер, ҫамрӑк ывӑл ачипе, икӗ хӗрӗпе килте ӗҫлесе пурӑннӑ. Упӑшкине киле чӗнмен те, мӗншӗн тесен вӑл пӗр 20 ҫула яхӑн ӗнтӗ хӑйсем патӗнче пурӑнакан, ют ялтан килнӗ пичке тӑвакан ҫынпа пурӑннӑ, тата вӑл упӑшки урӑ чух, ӑна мӗн тутарас килнӗ, ҫавна тутарнӑ пулин те, ӳсӗр пулсан, унтан вутран хӑранӑ пекех хӑранӑ. Сирӗн хӑвӑрӑн ӗҫ, ман — хамӑн. — Ҫав мӗн пур ыйтӑва хирӗҫ те ответлеме пултаракан ҫын пур. Ҫавӑн чухне яланах воспитательница е ун помощницисем пӑхса асӑрхаса тӑраҫҫӗ. Пирӗн инструкци пур. Ун ҫинче ҫуркаланса пӗтнӗ, аркине тавӑрса хӗстернӗ сӑхман, урисенче — пир тӑла ҫинчен кантрисемпе ҫавӑрса ҫыхнӑ пӑлан тирӗнчен тунӑ поршнисем, пуҫӗ ҫинче — тӑпӑлса пӗтнӗ пӗчӗк шурӑ ҫӗлӗк. — Тен, пӗчченлӗхе кӑмӑллакан аслӑ чӗреллӗ ҫын вӑл… Эпӗ ӑнланаймастӑп ӑна, ӑнланаймастӑп, — тенӗ шанчӑксӑррӑн Аррелано. Вӑл студент патне пычӗ, хӑй асне илмесӗрех тенӗ пек алӑ тӑсрӗ. — Парсам тӑванӑм, аллуна, — терӗ вӑл. — Атте? «Неушлӗ вӗсем ҫак хурӑнсене те касасшӑн? — шухӑшларӗ вӑл тарӑхса. Эпӗ ҫапах ҫак перчеткене тӑхӑнтӑм та вӑта пӳрне ҫинчи чернилран тасалса курман вырӑн ҫине пӑхрӑм. Ковалев ку господин хӑйӗн сӑмси пулнине палласа илсен, тӗлӗннипе хытсах тӑчӗ. — Эпир, ача, хамӑр та чухлакалатпӑр, — терӗ Умрихин. Пӗртен-пӗр Оксана ҫеҫ нимӗнле мар тӑрать. Тӑрать-тӑрать те йӗкӗт ҫаплалла, сасартӑк сӑмахланӑ майлӑн юрласа ярать: — Ю-юрату — мӗскер-ши вӑл? Ҫавӑн пек каласан, Зеб пӗшкӗннӗ те лашана уринчен тытма хӑтланнӑ. Мана та астӑваймастӑн?! Йывӑр аманнӑ пӗр ҫамрӑк юмана икӗ паттӑр хурама, санитарсем пек, хул айӗсенчен тытса, вӑрман хӗрринелле илсе тухнӑн туйӑнать. Ӗненсемӗр — эпӗ сирӗн нихӑҫан та пӗлмелле маррине тата пӗлме юраманнине пӗлетӗп. Материкӑн вӑтаҫӗр пайне, урӑхла каласан, Европӑн виҫӗ пайӗнчен икӗ пайӗпе танлашакан пайне, никам та ҫитсе тӗрӗслесе курман. Вунпӗр йӗкӗт Хороводько ертсе пынипе — атӑсемпе, ҫурӑм хыҫне тулли сумкӑсем ҫакса — алӑк патне пырса тӑраҫҫӗ. Юрӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, сан пирки эпӗ никама та шарламӑп. — Тепӗр енне пӑх, — тесе хушрӗ жандарм. Маркиз кунтан тухса кайма васкамарӗ. Ҫитсе чарӑнмалли вырӑн ниҫта та пулмарӗ. — Ҫук, — ответлерӗ вӑл пӑшӑлтатса, — кунта ҫитсен пама пулчӗҫ. — Пӗтерчӗҫ! Ах, мӗскӗн анчӑк! — Вӗрентекенӗн, манӑн — хавха, канӑҫсӑрлӑх… — терӗ Аэлита. — Эпӗ вӗсем ӑҫта ҫисе ҫӳреме юратнине пӗлетӗп. Ун вырӑнне Лушинпа Малевские куртӑм; Лушин мана ирӗксӗртереххӗн кӑна сывлӑх сунчӗ. Журналтан касса илнӗ страница тата пӗрремӗш рангри военврач панӑ заключени, кӗсьерен тӑтӑшах кӑларнипе ҫав тери сӳсленсе кайрӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсене ҫулланӑ хутпа ҫыпӑҫтарса хума тиврӗ. Таса, тирпейлӗ ҫӳрекен Уҫӑп мана сасартӑк кочегар Якку евӗрлӗ туйӑнса каять, — ҫав Яккушӑн пурте пурпӗрехчӗ. Ҫавӑнтан вара ҫухалнӑ та: пӗр-пӗр аврексен шайккине кӗнӗ те ӗнтӗ вӑл чӑрсӑр пуҫне таҫта ҫав Терек е Кубань леш енче хунӑ пулмалла; ҫав кирлӗ те ӑна!.. Нимӗҫсем ӗмӗрех кунта пулас ҫук. «Таса» чиркӳ ҫапла майпа кӗрешнӗ наука ҫыннисене хирӗҫ. Полли мӑнаккӑшӗ черкуҫленсе ларчӗ те Томшӑн кӗлтума тапратрӗ. Ун сӑмахӗсенче тата чӗтрекен сассинче ҫав тери шутсӑр хытӑ юратни сисӗнсе тӑчӗ, вӑл чуна тапратмалла ҫав тери хӗрӳллӗн кӗлтурӗ, ҫавна кура Том каллех куҫҫуль юхтарма тытӑнчӗ. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм: унӑн куҫӗсем лӑпкӑн ҫуталаҫҫӗ, пичӗ кулать — тӗтре витӗр курӑннӑ евӗрлӗ. — Хӑтланса пӑхас-им ӗнтӗ; мӗнпе шӳт тумасть чёрт тени! вӑрӑмтуна та хӑш чух темӗн те пӗр тӑвакан. — Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, Спэнглер, ку кам юнӗ-ши? — Рада! — терӗ Огнянов, ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑрса. Эсир ыйтма пултаратӑр, мӗншӗн апла пурӑннӑ-ха вӗсем? Козаксен шутсӑр-мӗнсӗр ҫарне ҫамрӑк, анчах чунпа ҫирӗп Остраница гетман ертсе пырать. Каялла ҫаврӑннӑ пулсан, чип-чипер пытанса ларма пултаратчӗ. Халӗ эпӗ ҫывӑратӑп ак. «Аслӑ» атаман хӑй килмелле! Эпӗ, хамӑн юлташӑмсем нимӗн те курманнинчен тӗлӗнсех каятӑп. Анчах портрет стена ҫинче курӑнмарӗ. Азора анлӑ, ҫиҫкӗнчӗк тӳремлӗхпе сарӑлса выртать. Вӑл мана тӳрех куҫран пӑхрӗ. Эпӗ аташатӑп тесе шухӑшларӗ пуль. Андрей пӗчченех тӑрса юлчӗ. Халь ӗнтӗ ӑна вӑхӑта тӑр пӗччен ирттересси ытлах та кичем пек туйӑнать. — Ваҫили Андрейч, эпӗ ӑнланатӑп; хамӑн аттешӗн тӑрӑшнӑ пекех тӑрашатӑп. А эсӗ мӗне тухатӑн? — Ах, Глухань! — кӑшкӑрса ячӗ Юргин, хӑй мӗн тума кӑшкӑрнине хӑй те пӗлмесӗр. Пӑхса пӗтернӗ хыҫҫӑн: «Ҫаплах иккен, эпӗ йӑнӑшмарӑм» тенӗ пек, кӑмӑллӑн пуҫне сулса илчӗ. Кил кӗнекисем ҫине ҫырӑнман, темӗнле шанчӑксӑр документсемлӗ, хӗҫпӑшалланнӑ темиҫе ҫӗр ҫынна тыта-тыта Чекана ӑсатрӗҫ. Унта арестленӗ ҫынсене тӗрӗслесе тухакан уйрӑм комисси ӗҫлет. Ҫынсем шӑпланса ҫитсен, вӑл шӑппӑн та йӑпӑлтатнӑ пек калаҫма пуҫларӗ: — Тен, эсӗ астумастӑн, Кондратушка? Вӗсем паттӑртарах ҫынсен сехрине те хӑпартма пултарнӑ япалана курчӗҫ: вӗсем пуҫсӑр юланута курчӗҫ. Тӳррипе каласан, хура тумлӑ нимӗҫсем, халиччен куркаланӑ тӑрӑх, ял халӑхӗ пухӑнасса хӑйсем те шанман пулмалла. Эпӗ вӗсене куртӑм, анчах вӗсене мана памаҫҫӗ. Сыхланасси ҫинчен манса, виҫҫӗмӗш талӑка кайсан, ҫӗрле икӗ сехет ҫитеспе вӑл ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑн патне пычӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн адъютантсем пӑрӑнса утрӗҫ. Икӗ мӗскӗн мӗлке — старикпе хӗр мӗлкине — иртен-ҫӳренсем, чухӑнлӑха курма ҫаплах хӑнӑхман пулсан, асӑрханах пулӗччӗҫ. Анчах бензинран хаклӑрах япаласем те пур! — Капустин ҫапла каларӗ те, хӑйӗн кукӑр чӗлӗмне атӑ кӗли ҫумне шаккаса, ӑшӑ кӗле силлесе кӑларма тытӑнчӗ. Ӑраскалӑм хама кичем ан пултӑр тесе тӑрӑшать те-ха. Анчах чун мӗнле? Ҫӗр вӑл ӑна Хӗвел хӑй патне туртса тӑнӑран ҫаврӑнать, тетпӗр эпир. — Ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшӗнче мӗнле улшӑнусем пулнине эсӗ те, урӑххисем те, нихӑшӗ те тӗрӗс пӗлекен ҫук, мӗншӗн тесен ҫӗр радиусӗн вуникӗ пин пайӗнчен пӗр пайне ҫеҫ тӗпчесе пӗлнӗ. Ҫавӑнпа та наукӑри теорисем пурте вӗҫӗмсӗрех ҫӗнелсе улшӑнса пыма пултараҫҫӗ, кивӗ теорие ҫӗнӗ теори пӑрахӑҫа кӑларса пырать. Кашӑкӗ унӑн ыттисенни пек мар, кипарисран тунӑскер, хӗреслӗскер. Суламифь карта урлӑ вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлраххӑн вӗҫсе каҫать те, телей савнӑҫӗпе нӑйкӑшса, ҫатӑр яваланса ларать патша тавра ним сӑмахсӑр. — Ку чӑнах та ҫапла пулчӗ. Каҫ кӳлӗм эпӗ, яланхи пекех, горизонт еннелле пӑхас тесе, ҫӳлӗ ропак ҫине хӑпарса тӑтӑм. Ҫук, вӑл пӗчченех каясшӑн. Хальхи вӑхӑтра Ика-на-Маори утравӗнче тӑватӑ провинци: Окленд, Таранаки, Веллингтон тата Гауксбэй; кӑнтӑр утравӗнче пилӗк провинци: Нельсон, Мальбора, Кентербери, Отаго тата Саутленд. Синопӑран икӗ виҫӗ ҫул аслӑрах Ҫӑхан Ури ятлӑ ача Синопа мухтаннине илтсе кӑшкӑрса янӑ: — Эсӗ кӑлтӑрпине пуринчен те лайӑхрах ҫавӑрттаратӑп тетӗн-и? Кӗҫех ак ҫил вӗрнипех ӳкме пуҫлатӑп. Пылпа ҫу ҫинче тенӗ пек пурӑнатӑп, урӑх ним те пӗлес теместӗп. Хурах ушкӑнӗнчен ҫичӗ ҫын хӑтӑлса юлнӑ. Ҫӑлӑнӑҫ ҫуккине, вӗсене пур енчен те питӗрсе илнине, хӑйсене хӳтӗленӗ ҫак хулӑн стенасем халӗ тӑшман аллине тытса панине вӗсем лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Лаша-и? Аким, слесарь чалӑшшӑн пӑха-пӑха илнине сисрӗ те, ӑна ача чухнехи аса килчӗ: вӗсен килӗнче «Куҫчаван» ятлӑ ҫапӑҫма юратакан автан пурччӗ. Вӑл сиксе ӳкес умӗн шӑп та шай ҫавӑн пекех пӑха-пӑха илетчӗ. Лушкӑн ҫивӗч хӑлхи кил хуҫи арӑмӗ хӑйӑлтатса мӑкӑртатнине лайӑх илтнӗ: — Вӑл хӑрать-и! — Ах, мӗнле йӗрӗнмелле ача! — илтрӗ вӑл хӑй хыҫӗнче чунтанах кӳренсе ӳпкеленине. Шарламасӑр ларса, вӑл сасартӑк ӳсӗрлсе кайса, усӑнса анса мӑкӑртатса илчӗ: — Ултӑ хутчен пултӑм ун патӗнче… — Ҫапла! — терӗ Саша, пуҫӗпе сулса. Такансем айӗнче вара кӑвайтсем ҫуннӑ та ҫӗнтерӳҫӗсем савнӑҫ ӗҫки тунӑ. Чашкӑракан ҫӗлен тесессӗн, ытла пысӑк. Инспектор, чӑн сӑмахпа килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне тайрӗ. Мӗнех вара, вуласа пӑхрӑн-и? Халӗ ӗнтӗ сирӗн юлташлӑх ҫине куҫатӑп. Тепӗр кун, февралӗн 5-мӗшӗнче, ирпе сакӑр сехет ҫитерехпе сулӑна туса ҫитерчӗҫ. Ӗлӗк-авал хамӑр Раҫҫейре те ҫакӑн евӗрлӗ калаҫнине илткелеме пулнӑ: Мӑнукӗ хӑйӗн аслашшӗнчен ыйтать:— Асатте, кала-ха, Ҫӗр мӗн ҫинче тытӑнса тӑрать? — тет. Пӗчӗк Джек час-часах факторире амӑшӗпе пӗрле ҫӳрерӗ, анчах ун ҫав тери карта леш енне тухса курас килетчӗ. Европӑра мӗн пулса иртнине вӑл хӑйӗн куҫӗсемпе курнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халь нумай япаласем ҫинчен хӑй курни-илтни тӑрӑх хаклама пултарать. — Паллах, ӑна та, кӑна та курса пӑхас пулать, — терӗ мухмӑрпа саралса кайнӑ Жихарев. Егорушка чылайччен пӑхрӗ ун ҫине, лешӗ — Егорушка ҫине. Лӑпкӑ минутсенче Попова сӑнарӗ ун куҫӗ умне тухса тӑнӑ, анчах та тӗлӗннисӗр пуҫне нимӗнле туйӑм та ҫуратман; акӑ ӗнтӗ ҫын кӑмӑла каять, ун ҫинчен шухӑшлатӑн, анчах та вӑл сана мӗн тума кирлине ӑнланма ҫук, унпа — хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын пекех — калаҫма та ҫук. Ҫук-ҫке, вӗсем унта, вутра, эпӗ вӗсене куратӑп… Старикӗн ҫӳллӗ ҫамки йӑлтах урлӑн та пирлӗн пӗркеленсе пӗтнӗ пулнӑ; кӑвакарнӑ кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем тӑнлавӗсене, шӳреке хӑлхисене витсе тӑнӑ; кӑвак та лӑпкӑ куҫӗсем пичӗн ҫӳлти пайне ӑслӑ, тивлетлӗ сӑн панӑ. Якова пиччӗшӗ хӑй умӗнче пӳлӗм тулли ҫынсем пулнӑ пек курса калаҫнӑн туйӑнчӗ, вӑл куҫӗсене ытларах та ытларах хӗссе пычӗ те юлашкинчен вӗсене вуҫех хупрӗ. Анчах вӑл, хӑйӗн ятне илнӗ ырӑ та танлӑ кайӑк пек, уҫҫӑн та хӑюллӑн тапӑнмасть: пачах урӑхла, чееленсе, йӑпӑлтатса хӑйӗн ӗҫне майлаштарать: вӑл хӑйӗн урапине ял ҫывӑхӗнче ӑҫта та пулин чӑтлӑхра хӑварать те, хӑй пахчасем, картасем хыҫӗпе, мӗнле те пулин иртен-ҫӳрен е ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен ҫын пек, яла пырса кӗрет. Пӗр сӑмахпа каласан, питӗ мӗскӗн, салхуллӑ ҫӗршыв. Анчах ҫак факт тӗрӗссипе тӗрӗс маррине колонисен законӗсене аван пӗлекен ҫынсене ҫирӗплетсе пама сӗнетӗп. Соколовпа Огнянов Силистра-Йолӑна ҫитнӗ ҫӗре унта савӑк ушкӑн хӗрсе шавлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. Анчах та эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра тытманни аван мар!!! Эсир унпа пулсан, манпа мар. Эпир васкасах кассӑран ҫаврӑнса каялла утатпӑр. Сарлака плошадьре пусма таварпа, хӗвелҫаврӑнӑшпа, премӗксемпе сут тӑвакан виҫӗ лавкка курӑнать тата ҫӳлӗ кӳме хыҫӗнчен, ватӑ раинсем хушшинчен, полк командирӗн уҫӑлакан чӳречеллӗ ҫурчӗ, ытти ҫуртсенчен пуринчен те вӑрӑмрах та ҫӳлӗрехскер, курӑнса ларать. — Эпӗ сана валли чихирь илсе килтӗм, мучи, леш, кордонра пама пулнине. Каллех сас-чӳ ҫук. — Ну, мӗн пӗлмӗш пулатӑн тата? — Юрӗ, пырать! Эпир, сире асӑрхаттарма тивӗҫ эпӗ, хаяр тата десерт эрехӗсем тӑвас енӗпе ӗҫлетпӗр халӗ. Купцасем нумай-нумай ҫӗршывсене ҫӳренӗ, тинӗссенче пӗчӗк карапсемпех инҫе ҫула туха-туха кайнӑ. Дубава ҫав тери хаярланса кайнине эпӗ унччен курманччӗ. — Энрико, мӗн пулнӑ сире? — Сывӑ пултӑр рабочисен социал-демократиллӗ партийӗ, пирӗн парти, юлташсем, пирӗн кӑмӑл-шухӑшӑн тӑван ҫӗршывӗ! Йӗкӗтӗм, тупса пар мана амаҫурине! Ҫӳрени усӑсӑр. Амӑшӗ, алӑк патӗнче тӑрса, Андрейкӑн ҫаврака пуҫӗпе вӑрӑм, авӑнчӑк мӑйӗ ҫине ачашшӑн та кичемреххӗн пӑхрӗ. Акӑ вӗсем, пурте пӗр ушкӑн пулса, пӗлӗт пушлӑхӗнче нимӗн хускалмасӑр тӑнӑ, пӗчӗкленнӗҫем пӗчӗкленсе, ҫав пушлӑха путнӑ. Ҫакна эпӗ чухлатӑп, ҫавӑнпа та унӑн вӑхӑтне туртса илме намӑс пек туйӑнать. Анчах амӑшӗ вӗренсе ҫитнӗ ӗнтӗ ун хӑтланнине, унӑн чышкисенчен меллӗ кӑна пӑрӑнса, ӑна пӗр хӗрхенмесӗрех хулпуҫҫинчен силлет. — Капитан юлташ, пирӗн майор вилсе кайрӗ, — терӗ вӑл уҫӑмсӑртарах сасӑпа. Кӗтесре айккӑн тепӗр скелет выртать. Ученӑйсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, ҫак хушӑра тата тепӗр планета пулмалла. Италире те ҫакнашкалах: кам хӑйӗн интересӗсене хӳтӗлес ӗҫе ҫӗкленес тет, ӑна хурлӑх тӳссе тӑни пачах кирлӗ мар. — Джим, манӑн чунӑм, Италие ҫилӗпе хаярлӑх хӑтарма пултарнӑ пулсан, вӑл ирӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ. Ҫук, курайманлӑх мар, юрату кирлӗ ӑна. Ну эсӗ, — терӗ вӑл хыттӑн сылтӑм прешкерине: — эпӗ сана, плахая перекенскере, пӗлетӗп! Ракета патне ҫитиччен профессор урӑх калаҫмарӗ. Эпир карапӑн пысӑк кӗлетки патне ҫитрӗмӗр. — Эсӗ манатӑн-и? Эпӗ вӗриленсе тата аташса выртнӑ чух вӑл ҫӗрӗпех чӑлӑм куҫ хупмасӑр ман вырӑн патӗнче ларчӗ, халь, эпӗ ҫырнине пӗлсе, хӗрачасемпе пӗрле диванлӑ пӳлӗмре ларать, мана ҫывӑрмалли пӳлӗмрен хӗрачасене нимӗҫсен юмахӗсене каласа пани тата лешсем ӑна итленӗ май каҫса кайса кулни илтӗнет. — Мана ку вӑйӑ килӗшмест! — ҫирӗп каларӗ Давыдов, ҫилӗ килнипе чышкине чӑмӑртаса. Унӑн тантӑшӗсем пулман: Стаховсем патне килкелесе каякан хӗрсемпе пӗринпе те килӗштермен вӑл. Хула нумай пулмасть пулса иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен манса пырать. Ытлашши килӗшӳллех мар ӗҫ ҫинчен ҫавӑн пек манма тӑрӑшаҫҫӗ. Анчах вӑл ултавлӑ сисӗм кӑна, мӗншӗн тесен карап тепӗр самантрах хумсен тӑрринелле майӗпен хӑпарма пуҫлать. Е вӑл ҫулла ют сада вӑрра кӗрет, эпӗ вара уншӑн ответ тытатӑп, е тимӗрҫ лаҫҫине пӑрахать те вӑлтапа ырашпӑтри тытма кайса ҫухалать, е тата ним тума та кирлӗ мар ҫавӑн пек тепӗр япала шутласа кӑларать. Пӗр самантрах ун куҫӗ тӗлне пулнӑ ҫын пуҫӗсем, сӑнӑсем, тӗтӗм, вут ҫулӑмӗсем, ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем вӗлтлетсе иртрӗҫ. Фома, унӑн тутисем ҫине пӑхса, — старик, хӑй ҫинчен мӗнле калаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пулӗ, тесе шухӑшланӑ. «Тьфу, чорт!» — ятлаҫса илчӗ вӑл, кӗсйисене ярса тытса. — «Пулччӑр-и, вӑл пирӗн ӗҫ мар, ҫӗр хуҫисен ӗҫӗ» — теҫҫӗ. — Темӗнле ачасем кукӑр тӑкӑрлӑкри вӑтӑр тӑваттӑмӗш номерлӗ ҫурт садӗнчи улмуҫҫисене силлесе тухса кайнӑ, — терӗ Коля Колокольчиков, кӳреннӗ сасӑпа. Итлӗр. Макар ӑна хирӗҫ: «Мӗнле тӗкӗнни сан ӗҫ мар, а тӗкӗнни вара — факт. санӑн хӑв пӗлмен япала ҫинчен калаҫса тӑмалла мар, нервӑ сунасне тӳрлетмелле», — тет. Гакуаль, руль умӗнче тӑрса, карапа, шыв айӗнчи чулсем хушшипе хыпашласа пынӑ пек, ҫав хушӑрах шанчӑклӑн, океана лайӑх пӗлекен ҫын пек тытса пычӗ. Павел Мартӑран ҫыру илет. Вӑл ӑна хӑй патне хӑнара пулма тата канма пыма чӗнет. Ӑна Иван Иваныч тухтӑр ҫырать. — Каялла тавӑрӑнма-и? — тесе хыттӑн кӑшкӑрса каларӗ пичче, мана мар, хӑйне хӑй калас пек пулса. Ҫӗпӗре-и? — Сан Корчагину ҫине сурам та хурам эпӗ, а эсӗ ан турткалаш, пурпӗрех эпӗ мӗн тӑвас тенине тӑватӑпах, — Лидӑна аллинчен тытса, чӗрре кӗрсех пӑшӑлтатать Развалихин. Унпа Лида хушшинче кӗске кӗрешӳ пуҫланать, пӳртри шӑплӑхра питрен чант та чант тутарни илтӗнсе каять… Ытла та ир-ха. Пӗр-икӗ кунтан эпӗ ҫапах та сирӗн пата кӗрсе лайӑхах пӑхса тухӑп. Илемлӗ, — Фрина тесен те юрать! Ҫул ҫинче пур ҫӗрте те — уйра та, вӑрманта та — Андрей вилесем выртнине курса пычӗ. Ун чухне япала хакӗсем ҫавнашкалччӗ. Эпӗ эрех ӗҫместӗм, хӗрсемпе явӑҫмастӑм, — ҫав чуна ӳсӗртмелли икӗ май вырӑнне ман кӗнекесем пурччӗ. Шӑп ҫак вӑхӑтра мулкач вӑрмантан сиксе тухнӑ та хирпе чупнӑ. Алӑкӑн икӗ енче, ҫӗртен ултӑ дюйм ҫӳлӗшӗнче, икӗ чӳрече. Сулахай енчи чӳречин решетки ҫумне патша тимӗрҫисем Европӑри улпут майрисен сехет вӑчӑри пысӑкӑш тӑхӑрвун пӗр сӑнчӑр ҫыхса лартрӗҫ те вӗсене ман сулахай ура тавра яваласа илсе вӑтӑр ултӑ ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ. — Вунпӗрмӗш хутӗнче мана вилӗм илеймӗ… Павкӑн кунта ӗҫлесси хӑй кӗтнинчен маларах чарӑнса ларчӗ, ҫитменнине тата хӑй шутлама та пултарайман майпа пӗтрӗ. Халь мана пурпӗрех. — Сиртен малтан пыма та килӗшетпӗр, — терӗ Паганель. «Ах!» кӑшкӑрса ячӗҫ хӗрсем. — Турӑран та пулин хӑра, Кирияк, — Стефчова пӑшӑлтатса каларӗ Смион хаджи, — каларӑм-ҫке сана ан шӑхӑр тесе. Кунта халӑх мӗнле иккенне хӑвах куратӑн… Халӗ сана хуҫалӑх интереслентерет-и вара? Вӑрлама пӗлетӗн-и? Э-э! Эпӗ мӗн шутланине никам та пӗлмест, вӑл Кораблевшӑн та паллӑ мар-ха. Вӑл ҫак кунран пуҫласа табак текех туртмӑп, усал сӑмахсемпе перкелешмӗп, тесе сӑмах пачӗ. — Апла пулсан, капитан, пирӗн ӗҫсем ытла япӑхах мар иккен? Тапӑнуҫӑсене Гусев йышлах мар ушкӑнсене пайларӗ, вара вӗсем ҫуртсен, палӑксен, йывӑҫсен хӳттипе куҫма пуҫларӗҫ. Господин капитан, ирӗк парӑр мана хӑвӑрпа пӗрле пыма? — терӗ вӑл васкавлӑн. Чӑн та ӗнтӗ, ӑна ыйтни евӗрлӗ ҫырнӑ. Геркулес-и? Эсир чирлӗ ҫын вырӑнӗ умӗнче ларасшӑн пулсан — тархасшӑн, ларӑр, хӑвӑра хӑвӑр унӑн тусӗ тетӗр пулсан. Унтан тата, кӗтмен ҫӗртен, бегемотсем! Эпӗ картишнелле, Ардальон патнелле тавӑрӑнаттӑм, — вӑл манпа пӗрле раксем тытма каясшӑнччӗ, манӑн ӑна ҫав хӗрарӑм ҫинчен каласа кӑтартас килетчӗ. Эй, ачсемӗр! Эсир маншӑн пит те тӑрӑшатӑр. Лешӗ каллех ҫӳлти алӑк патнелле утса ҫитрӗ те, картлашка тӑрӑх аялалла анма пуҫларӗ. Этем телейлӗ пулассишӗн тӑрӑшать, апла-тӑк вӑл саккунлӑ япала. Акӑ 1801 ҫулхи январӗн 1-мӗш числи умӗн, ҫӗрле, пӗр астроном Марспа Юпитер хушшинче пӗчӗк планетӑна курнӑ. — Мӗнтен? Кирила Петрович чиркӳрен тухсан, пурне те хӑй патне апата пыма чӗнсе, кӳмийӗ ҫине ларчӗ те килелле кайрӗ. — Ан ӳкӗтле, ,манӑн райкомра ӗҫлес килни ҫинчен эпӗ каларӑм вӗт-ха. — Ҫапкаланса ҫӳреме? Кӑшт вӑхӑт иртсен, вӗсем иккӗшӗ те ҫывӑрса кайса хӑрлаттарма тытӑнсан, Джим ҫапла каларӗ. — Гек, корольсем хӑйсене ҫапла тытнинчен тӗлӗнместӗн-и эсӗ? Пӗрмай пуять ҫав пирӗн Дрягин, пуйсах пырать! Ҫапла ӗнтӗ вӑл кӗнекесем тепӗр хут шкафа килсе кӗриччен, пӗр ҫул е икӗ ҫул иртсе каять. — Ҫук, сэр, — терӗ ӑна катапац. — Пуҫла, Сергей! Ну эсремет хӗрарӑмӗ! Вӑл ун ҫине хӑй ҫине пӑхнӑ пек пӑхрӗ те, Александра Ивановнӑна вӑл мӗн курасси хӑратса пӑрахрӗ. — Хӑрать. «Мӗн тетӗр? Икӗ михӗ сӗлӗ те сысна, тетӗр-и? Пӑшалшӑн-и? Ҫук ӗнтӗ, никам та кирлӗ мар ӑна, никамшӑн та хыпмасть вӑл. — Э-э, ырӑ ҫыннӑм, тӳрех курӑнать эсир энтомолог марри! Его величествӑн сасси хӑлхана витӗр ҫурать, анчах вӑл таса та уҫӑ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна хам ура ҫинче тӑнӑ чух та лайӑх, ӑнланмалла илтме пултараттӑм. Енчен ку — жандармсем пулсан, эсир мана палламастӑр!.. — Ӗҫленӗ, синьор… Эс мана ӑнлантарса пар. Пӗрмай тӗпсӗр тарӑн ҫырмасем курса тӗлленсе выртрӑм. Кӑмака патӗнчен кил хуҫи арӑмӗ сасӑ пачӗ:— Йӗпетсе хӑйпӑтмаллаччӗ… — терӗ вӑл. Унпа калаҫнӑ чух эпӗ Любочка е Катенька сӑмахӗсене каланине илтсен, вӑл: — Хм! Уголовнӑйсем те лайӑх халӑх, пире нумай пулӑшаҫҫӗ. Вӑл, турккӑ пек, урисене хуҫлатса урайӗнче ларать. Ыттисене темӗне те вӗрентрӗр, анчах эсир хӑвӑр пая илме те пӗлместӗр. Халӗ те унӑн шутласа тӑма вӑхӑт ҫукчӗ-ха, мӗншӗн тесен эпӗ машинӑна ҫирӗплетсе хума хушрӑм, эпир типӗ ҫыранри хӗвел хӗртсе пӑхан чулсем хушшине кайса ӳкиччен ӗҫлерӗмӗр. Ҫавӑн пек витре айне тимӗр тӗплӗх сарса хураҫҫӗ, унта вара упан е тюленӗн ҫӑвӗ ҫунать. Моряксем кулма та, хуйхӑрма та юратмаҫҫӗ. Майор кровать ҫине ӳкрӗ те, пуҫне минтер айне чиксе хучӗ. Хӑйхисем ҫывӑхрах наҫилкка илсе пычӗҫ, ун ҫине вилене хучӗҫ, ӑна утиялпа витрӗҫ те кантрапа ҫыхса лартрӗҫ. Юр ҫине тӑрӑна-тӑрӑна, кӑкӑрӗпе пӳлӗнсе, вӑхӑчӗпе ӑнран кайса, чарӑнмасӑр шурӗ вӑл, — умри тӳпем вырӑна ҫитме васкарӗ: унтан ял курӑнма тивӗҫлӗ, тесе шутларӗ Алексей. Княгиньӑпа Любовь Сергеевна, пӗр сӑмах сиктермесӗр итлесе, ним шарламасӑр лараҫҫӗ, тавлашӑва вӗсем те хутшӑнасшӑн пулас, анчах хутшӑнмасӑр чӑтса тӑрса, хӑйсемшӗн пӗри Варенькӑна, тепри Дмитрие калаҫтараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсен чухӑн, тӑвӑр-тӑвӑр пӳрнӑҫӗнче, пирӗн киревсӗр пурнӑҫран та хӗсӗкрех пурнӑҫӗнче, мӗнешкел телей, мӗнлерех ҫутӑ пайӑрки пулнине кайран тин туйса, уйӑрса илтӗм, — о, ӑҫта унта! — ҫӗр хут пысӑк!.. — Хӗрарӑмӑн ӑсӗ пуҫӗнче мар… Хӑвала, хӑвала, тархасшӑн! Уй темиҫе самантранах пушанса юлчӗ, — пур ҫӗре те ҫитсе ӗлкӗрекен, вилӗм тӗкӗнейми ҫак этем, Тӳпе ывӑлӗ, ҫав тери сехӗрлентерет те хӑратать. Ҫаксенчен пӗрне туса ирттерсен тин вара вӑл Ромашова айккинелле илсе каятчӗ те, ун ҫине пулӑнни пек ҫаврака куҫӗсемпе тӳп-тӳррӗн пӑхса, тӳрккес сӑмахсемпе тӑкӑлтаратчӗ. — Пыратӑн-и мана? Улпутсене курма килтӗмӗр пулсан, вӗсене курар!» Эпӗ хама ҫак самантра мӗн тери ырӑ пулнине сӑмахпа та каласа параяс ҫук! Пӗри ҫӑмӑллӑнах хывӑнчӗ, тепри — сылтӑм уринчи — темшӗн хывӑнмарӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Журавскипе Болотин батальонӗсем хӑйсене чакма хушакан приказа илеймен. Каҫалапа ҫанталӑк пӑсӑлса кайрӗ. Пӗр каласан, сӑмах ҫавӑрма ирӗк паратӑр пулсан, эсир кунта телейлӗ ҫемье пек, пурте пуҫтарӑннӑ, — терӗ вӑл. Ку — питех те начар ҫыхӑну… Тискер кайӑк ман ҫине сиксе ӳкет. Кӑмӑлне ҫавӑрма кӑштах шанчӑк пур пек туйӑнсассӑн та, тархасшӑн, турӑ пул, йӑлӑнма ан чарӑн. Турри вара чухӑнсене чӑтма хушнӑ. Пысӑк хуйӑх сасӑсене пусарнӑ, ҫынсем хуллен калаҫаҫҫӗ, темиҫе ҫӗр ҫын куҫӗсенче хуйӑх курӑнса тӑрать. Ҫапӑҫман, аманман, контузи пулман, — сывмар ҫеҫ. Тӗнче уҫлӑхӗнчи мӗнпур япаласем пӗтӗмпех пӗр йышши япаласенчен тӑраҫҫӗ. — Ия, ия! — Чирлӗ ҫын, эсир мана куратӑр-и? Том ӑна хӑй пӗлнӗ таран йӑпатса хӑтланнӑ, анчах вӑл тӑрӑшни ахалех пулнӑ. Халех каятпӑр, анчах та ҫынсем сахал-ха. — Пыраттӑм эп… ваше благороди, никама тивместӗп… — тесе пуҫларӗ Хрюкин чышки ҫинелле ӳсӗрсе. Тин ҫутӑлма пуҫланӑ пулин те, колхоз правленинче халӑх туллиех. Паллах, чӑрмавӗ пысӑк ӗнтӗ, Гек, анчах мӗн тӑвӑн! Кусем вӗсем страница тӑрӑх ним йӗркесӗр сапаласа тухнӑ пулӑҫӑсен булавка пуҫӗ пысӑкӑш ҫеклисем. Шӳтленине те, савӑнӑҫлӑ сӑмах та илтместӗн унтан, этем мар, йӗм тӑхӑннӑ ҫара кичемлӗх кӑна вӑл! Вӑл ырми-канми ӗҫлӗ! Мана пӗччен кичем пек туйӑна пуҫларӗ». Кантӑк кӗтессинче хӗллехи ыйхинчен вӑраннӑ ырхан шӑна нӑйлатать. «Пырса ҫыхлан-ха ҫавӑн пеккине, — шухӑшланӑ вӑл темиҫе хутчен те ыйӑх вӗҫнӗ ҫӗрсенче, — унӑн пӗр шӑматкунта пилӗк эрнекун. Унта сурӑхсем — тӳпери ҫӑлтӑр пекех нумай, унта кумӑс шывӗ юхать, унта ҫав тери ҫӳллӗ ҫуртсем — кашнинех тӗве кӗтӗвӗ хӑваласа кӗртме пулать. Тӗксӗм вӑрман тӗлӗнче кӑшт ҫеҫ тӗтӗм мӑкӑрланса пыни курӑнать: инҫетри сӗм вӑрман витӗр Вязьмӑран Ржевалла поезд каять-мӗн. — Пур. Пӗр станцӑра смотритель нумаях пулмасть ҫул ҫинче пулса иртнӗ пӗр хӑрушӑ вӗлерӳ ҫинчен каласа пачӗ. Тытса илӗр вӗсенчен ҫав чире, сыватӑр вӗсене — вӗсем мӗскӗне юлӗҫ; мӗншӗн тесен, вӗсен пурӑнмалӑх пӗртен-пӗр меслечӗ пӗтсе ларать, вӗсем ун чухне хӑвӑланса юлаҫҫӗ. Йӗри-таврана вӑл хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ. Давыдов хирӗҫ хуравлас тенӗччӗ, анчах ҫав хушӑра правлени картишӗнче автомобиль сирени кӑшкӑртса ячӗ. Ура! — тесе хавассӑн кӑшкӑрса илнӗ вӑл. — Ав, епле ҫывӑрнӑ эпӗ — вӑхӑт нумай пулчӗ пулӗ? Ҫавӑнтан инҫе мар Гек таса та сивӗ шывлӑ ҫӑлкуҫӗ тупрӗ. Ҫакнашкал законсемпе судьясем чухне хамӑн тӑвансенчен хам алла тӑрса юлнӑ ҫӗр (унпа манӑн тӑвансем ултӑ ӑру хушши усӑ курса пурӑннӑ пулин те) хальхи вӑхӑтра ман алра е манран виҫҫӗр миль инҫетре пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫынни аллинче пулмаллипе пулмалла маррине татса пама вӑтӑр-хӗрӗх ҫул кирлӗ пулнинчен нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук. Хутран-ситрен шӑхӑртма янӑратса янӑ, — вӑл кӑшкӑртнӑ чух, темӗнле пысӑк выльӑх, ӗҫпе супса ҫитнӗскер, тарӑхса ахӑрашнӑ пек туйӑннӑ. Йӑл-л кулать. Хӑйӗн пӳлӗмӗнче тумтирне улӑштарнӑ чух вӑл татах тепӗр хут ҫак ҫынсен лӑпкӑлӑхӗ ҫинчен, вӗсем хӑрушӑ япаласене хӑварт манма пултарни ҫинчен шухӑшларӗ. Вӑл хӑй тӗллӗнех калаҫса пынӑ: — Вӑл господасем ытлашши хӑвӑрт калаҫаҫҫӗ. Штыкӗпе затворне Артём уборнӑя пӑрахрӗ. Питӗ асӑрхавлӑ ҫулҫӳревҫӗсем сахалах мар пулнӑ пулсан та, Австралин ҫӗрне Африкӑн шалти облаҫӗсенчен ытла пӗлмеҫҫӗ. — Эпӗ ыйтрӑм… «Акӑ эпӗр ҫӗнтертӗмӗр те!» илтӗнсе кайрӗҫ пур енчен те запорожецсен сассисем. Вӗсем трубасенчен кӑшкӑртма тапратрӗҫ, ҫӗнтернине пӗлтерекен хоругвь ҫӗклерӗҫ. Анчах пур япаласем ҫине те лӑпкӑн пӑхма тӑрӑшнӑ пулин те, фронта ку ҫамрӑк пӗрремӗш хут килни, ҫавӑнпа та хӑй питӗ хумханни палӑрнӑ. Тепӗр минутран пӳлӗме хура бакенбардлӑ ҫамрӑк камер-юнкер кӗчӗ; тӗкӗр ҫине пӑхса ҫӳҫӗсене майларӗ те пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Ырӑ ҫыннӑм! — кӑшкӑрса ячӗ те Василий Иванович, унӑн аллине ярса тытса, чӗтӗресе чуптуса илчӗ. Кольхаун ниҫта кайса кӗме пӗлмен. — Тата мӗн те пулсан кӑтарт-ха! Вӑл хӑйӗн аппӑшӗ сӑнлӑ, уйрӑмах куҫӗсем Зинӑнни евӗрлӗ. Вӗсем хӑйсемпе пӗрле пуҫсӑр юланута илсе килессе кӗтеҫҫӗ. Кирек мӗнле пулсан та, пӗтӗм хула туй ҫинчен шавланӑ. — Ан тив, мӗскер унта… Вӑл хӑйне хӑй сӑнаса пӑхнӑ та хӑй чӗтре пуҫланине сиснӗ, анчах мӗншӗн чӗтренине хӑй те пӗлмен — те сивӗрен, те хӑранипе. Ун пек туни ухмахла пулса тухать вӗт-ха, Корытов; кунта, тӑванӑм, марксизм шӑрши те кӗмест. — Тыттармӗ ҫав ,Тимошка, — иккӗленчӗ Разметнов. Келли мӗнпур ҫӑмӑл атлетика чемпионӗсем патне телеграммӑсем панӑ, анчах пурте контрактсемпе ҫыхӑннӑ пирки, вӗсен пӗр пушӑ кун та пулман. Мӗн унта, хаваспах тухса килтӗм. — Пӑши вӑрманӗ ҫумӗнче кӗтӗр. — Мӗнле лайӑх пурнӑҫ пулнӑ! — терӗ Галли ассӑн сывласа. Каҫхине вара — ҫурт тулли хӑна. Сирӗн телейӗре пула — вӑл комик сирӗн… Ҫак ӗҫ хыҫҫӑн мӗн пулнине шута илсен, ун ҫинчен тӗплӗнрех каласа памалла. Ку чӑнах та тӗрӗс; пирӗн туслашура эпӗ чуптӑватӑп, Дмитрий вара питҫӑмартине чуптума парать; анчах вӑл мана чуптума та хатӗр. — Ҫук, пысӑкрах. Петр хӑйӗн чӗри пушӑ пулнине туйса тата Никитӑна мӗн каламаллине пӗлмесӗр, ун патне кайма та хӑраса тӑчӗ. — Мӗнле канаш тетӗр-и? — ыйтрӗ Санин. Килти ҫынсем пухӑннӑ. Сивӗсем иртсенех — курса ҫеҫ юл, таратӑп ачасен ҫуртӗнчен, тесеттӗм. Чи малта ылттӑнласа пӗтернӗ хӗрлӗ ҫӗлӗклӗ Буджаковски полковник пит вӗҫкӗннӗн тӑнӑ. — Халех пӗлетӗп, — терӗ Паганель. — Ешӗл вӑл ӑнланман пулсан, эпӗ вара вӑйсӑр!.. Павел татах та тем каланӑ пулмалла, мӗншӗн тесен Файло ӑна кӑкӑртан ярса тытрӗ. Кӗске-кӗске ҫак самантра Лось ӑнӗнче-ас тӑвӑмӗнче курӑну вӗҫсе иртрӗ: унран халӗччен яланах шӑва-шӑва ҫухалаканскер — хӑрушла уҫӑмлӑх-кӗретлӗхпе. …………………………………………………………………………………………… Тупата, ку ҫав пуҫсӑрри вӗт! — Ку вӑл — аван меслет. Подтьячисем калаҫнӑ сасӑсем унӑн хӑлхине пыра-пыра кӗнӗ, лешсем ӗнтӗ кунта хуҫаланма тытӑнна; ӑна тупса пар та, куна тупса пар вӗсене; хуйхӑллӑ шухӑша путнӑскерӗн кӑмӑлне вӗсем ҫав тери ыраттарнӑ. Ҫак тӗлпулу пулман пулсан, Дикпа Геркулес чура сутуҫисем Уэлдон миссиса ӑҫта пытарса усранине нимле те пӗлес ҫукчӗ, Геркулес пуҫӗнче те вара Казондене тухатмӑш пулса пырас шухӑш ҫуралмастчӗ. Ҫав шухӑшсем вырӑнне, темле ҫаврашка тӑрӑх шуса, хӑй ярмаркӑра чарусӑр ӗҫсе ашкӑннӑ картинсем тухса тӑнӑ; урса кайнӑ пек ҫынсем, ӳсӗр, нихҫан та тӑранман куҫӗсене ҫӑткӑнла чарса пӑрахса унталла та кунталла ыткӑннӑ, укҫисене ҫунтарнӑ, нимӗн хӗрхенмесӗр, шӑмшакӗсем аскӑн шухӑшпа йӗркерен тухса кайнипе иртӗнсе ашкӑннӑ, хура вырӑнта куҫсене йӑмӑхтармалла шап-шуррӑн курӑнса, намӑса пӗлмесӗр ҫаппа-ҫарамас выртакан пысӑк хӗрарӑм патнелле туртӑннӑ… — Ме, ил ху валли премӗк! Вӑл самантлӑха чарӑнчӗ те, кӑштах итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн, каларӗ: — Аялта сире уксаххи чӗнет. Ҫулӑн мӗнпур кукрисене картта тӑрӑх астуса пыракан Паганель Вайкатопа Вайпа тепӗр пилӗк мильре пӗрлешни ҫинчен пӗлтерчӗ. Кунсӑр пуҫне губисполком президиумӗ ҫав ушкӑнри пӗр чи лайӑх рабочие Хӗрлӗ ялав орденӗ пама Пӗтӗм Украина Тӗпӗҫтӑвкомӗ умне ыйту тӑратать. Ирхине, сакӑр сехетре пирӗн пата кун ҫути кӗрсен, эпир вӑранса кайрӑмӑр. Ҫын хутне кӗме юратакан карчӑксем ӗнтӗ ӑна хӑйсен шухӑшӗпе Петро кайнӑ ҫӗрех ӑсатнӑччӗ; анчах пӗррехинче Киевран таврӑннӑ козак урӑхларах каласа пачӗ. Унти лаврӑра вӑл пӗр монашкӑна курнӑ-мӗн, хӑй йӑлтах типсе, хӑрса кайнӑ, тет, шӑмми ҫеҫ тӑрса юлнӑ, тет. Пӗрте-пӗр каласан, — шоколад та ырӑ япала. Эпир ӑна кӑнтӑрлахи привал тӗлӗнче ыраш ҫӑкӑрӗнчен тунӑ сухарипе ҫиетпӗр. — Акӑ мӗн, Витя, эсӗ клуба чуп, сӗтел ҫинчи хӗрлӗ виттине кунта илсе кил, халех унтан ялавсем тӑвӑпӑр… Ҫавна Анна Михайловна асӑрхарӗ те Эвелинӑна чӗнчӗ:— Чаршавне карса хур-ха, — терӗ. «Эх, логика!» — тесе шухӑшласа илчӗ те Шубин, Стаховпа калаҫма тапратрӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн суранӗ унӑн пӗр самантлӑха кӑна ыратма чарӑнать, ахӑр, ун пек чухне вара унӑн пит-куҫне этем сӑнӗ кӗрет. Тахӑшӗ ӑна ыр сунчӗ, анчах вӑл никама та палласа илеймерӗ. Лайӑх. Ҫавӑнпах ӗнтӗ эпӗ тухатмӑшпа ҫине тӑрсах паллашма шут тытни ун кӑмӑлне калама ҫук хытӑ пӑсса ячӗ, ку унӑн ытти чухнехинчен вӑйлӑрах мӑшлатма пуҫланинченех лайӑх палӑрчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех тата вӑл, крыльца ҫине тухнӑ чух, йыттине — Пӑчӑра — аякӗнчен пӗтӗм вӑйӗпе вирлӗн тапрӗ. Салтак итлерӗ, мӑйӑхне чӗтреткелерӗ; пирӗн ҫине ҫемҫен, кӑмӑллӑн пӑхрӗ те, унтан сасартӑк: — Сирӗн кунта хӗрсем нумай пулас?.. — терӗ. Манран хӑратчӗ, ахӑр, вӑл. Ӑна пурте — капитан, машинист, боцман — кам ӳркенмест, пурте вӑрҫатчӗҫ, тӗлӗнмелле туйӑнатчӗ: мӗншӗн-ха ӑш кӑларса ямаҫҫӗ? Лаша ҫинче лайӑх ҫӳреме пӗлнӗ тата комсомол йышне хускатма пултарнӑ, анчах сирӗн фронтра эпӗ чӑнах та мая килмен боец. Пуринчен ытла мана унӑн куҫӗсем, нимӗнле туйӑма пӗлтермен, темрен хӑранӑ пек пӑхакан куҫӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Таки нимӗн те тумасть. Ҫавӑнпа та кунта ҫӗрле тӑтӑшах револьвертен пени, такам пулӑшу ыйтса кӑшкӑрни, хаяррӑн хӑйӑлтатса ҫухӑрашни, ӳсӗр ирландецсем юрлани, ҫапӑҫакан негрсем улани илтӗнет. Хучӗсене пӑхса пӗтерсен, пӗчӗк кӗнекине Варламов кӗсйине чикрӗ; лаши, унӑн шухӑшӗсене ӑнланнӑ пек, хушичченех шарт сикрӗ те аслӑ ҫулпа вӗҫтерчӗ. Российӑна ӑслӑ та тӳрӗ ҫынсем кирлӗ, ҫавӑн пек ҫын пулма тӑрӑш, вара эс ун чух хӑвӑн ӑраскалӑн хуҫи пулӑн, обществӑн усӑллӑ членӗ пулӑн. — Пин шуйттан пултӑр хӑть! — тесе сиксе тӑчӗ географ, сӗтел ҫине чӑмӑрккипе ҫапса. Пи-и-тех те аван! Хамӑн тусӑмсем халӗ те мана пӗр именмесӗрех: эсӗ лаша пек чупатӑн, теҫҫӗ. Эпир кӗрсенех хӗр хӑрах аллине анне ҫамки ҫинчен илчӗ те шалпар кӗпин кӑкӑрӗ тӗлӗнчи пӗрмисене тӳрлеткелерӗ, унтан: «Тӑнсӑр выртать», — терӗ шӑппӑн. Майӗпен! Букин пурне те пӑхса ҫаврӑнчӗ те хуллентерех каларӗ: — Вӗсемшӗн, чӑн малтан, ҫынсем ан шарлаччӑр… Кирек кам та хӑйне валли мӗнле те пулин урӑхла интерес шутласа кӑларма тӑрӑшать, ҫав ӗҫ вара ӑна ним хӑвармиех ҫӑтса ярать. Марьяна чарӑнса тӑчӗ. Вӑтӑр виҫҫӗре-и?.. Земский Федосеич вӗсем патӗнче хӗрсе кайсах темӗн хӑтланать, эпир сарайӗнче ытларах тытӑнса тӑнӑ пулсан, тен, вӑл вӗсене ӳкӗтлесе ӑсатса яма ӗлкӗрнӗ пулӗччӗ, анчах пире курсанах вӑл пӗр вырӑнта чарӑнчӗ те ҫын пек тӑсӑлса тӑчӗ. — Эпӗ те шухӑшлатӑп. Вӑл лашине чарчӗ, анчах малти эскадронсем поляксен ушкӑнӗсемпе ҫапӑҫма тытӑннӑ. Эпир ҫӗр утӑм та иртменччӗ, профессор хунарне стена ҫумнелле тытса кӑшкӑрса та ячӗ: — Акӑ ӑҫта вӗсем, чи малтанхи тапхӑрта пулса тӑнӑ кристалсем! Чылайӑшӗ вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑ, суту-илӗвӗн ҫапӑҫуллӑ ӗҫӗнче нихҫан та пӗр-пӗрне ҫырлаху паман, пӗр-пӗрин айӑпӗсене, таса мар ӗҫсене лайӑххӑн пӗлсе тӑнӑ… Паганель мӗнле тӗлӗнсе кайнине ҫырса пама та май ҫук. Халӗ ӗнтӗ эпӗ ҫитмӗл виҫҫе кайрӑм, Мускавра эпӗ вун улттӑра чухне пулнӑ. Вӗсен тавра хӑлхана хуплакан ӳсӗр ахӑру ҫӗкленсе тӑнӑ, эрех завочӗн хуҫи ывӑлӗ, ҫав ахӑрупа каҫӑхса кайса, тахӑшне хӑйӑлтатуллӑн кӑшкӑрнӑ: — Пыр ман пата! — тенӗ вӑл, — уйӑхне ҫӗр тенкӗ укҫа, апат, хваттер! Санин пилӗк сехетре вӑранчӗ, ултӑ сехет тӗлне тумланса пӗтерчӗ, улттӑ ҫурӑра вӑл сад тӑрӑх, Джемма хӑйӗн запискинче асӑннӑ пӗчӗк беседка умӗнче утса ҫӳрерӗ. Ку — чӑннипех те хӑрушӑ. Сасартӑк вӗсенчен инҫехре те мар, пӗр вунӑ утӑмра тенӗ пек ҫеҫ, вӑрӑммӑн та салхуллӑн улани илтӗнсе кайрӗ. Пӗрре вӑл эрехпе суту-илӳ тӑвакан ҫын ачине, Альфонса, тӗрмере ларма лайӑх-и? — тесе ыйтнӑшӑнах ҫупса янӑ. Урине темле йӗпе ӑшӑтнине вӑл халь кӑна туйса илчӗ. — Производитель, машина тӑвакан механик пекех, расчетсем тӗлӗшпе питӗ те урӑ пулмалла… Вӗсенне пуринне те тирӗсене сӳсен, унтан сӑран тусан, ҫӑмӗнчен чӑлха ҫыхсан, мӗн пулать-ха? Халь те, рехмет, йытӑсем улашма пуҫларӗҫ. Егорушка пӳрте кӗчӗ. Ӑна шӗвӗр янахлӑ хыткан курпун карчӑк кӗтсе илчӗ. Манӑн телефон трубкине ҫӗклемеллеччӗ кӑна, вара нимӗн те, нимӗн те пулмастчӗ — ӑнланатӑр-и, нимӗн те! Анчах мӗншӗн? — Ну, эпӗ! — Ҫапла, ун пек тунипе вӗсем республикӑна вӑйсӑрлатасшӑн, ӑна пӗлетӗп эпӗ. — Ил укҫана Пью, чарӑн ӗнтӗ урма. Сывлӑх сунатӑп!» терӗ Иван Иванович, хӑй ҫеҫ нуша пӗлнӗ пек кӑмӑллӑн пур еннелле те пуҫ тайса. Вӗсем малтан сылтӑмалла пӑрӑнчӗҫ, унтан сулахаялла татах пӗр кӗске хушӑ кайрӗҫ те, сасартӑк Том ҫапла кӑшкӑрса ячӗ:— Мӗн вӑл, Гек, пӑх-ха! — Ара, унта нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Анчах васкамалла. Вӗсем пурте хура халатпа, ҫаврака калпакпа. Хыр айӗнче пилӗк таран юр ӑшне путса ларнӑ сестра курӑнчӗ, хӑйӗн чӗркуҫҫийӗ ҫине вӑл юрпа витӗннӗ красноармеецӑн пуҫне тытса ларнӑ. Сестри, пӗчӗк те хӑйпашкаскер, мулаххай хӑлхисене антарнӑ та вӗсене янахӗ айӗнчен хӑюпа туртса ҫыхнӑ. Ерофей Кузьмич Осип Михайлович ҫине ҫиленнӗччӗ, завхоз ӑна колхоз картишӗнче чух халӑх умӗнчех кӳрентернӗччӗ, анчах халь, завхоза вилӗм кӗтнине кура, коменданта вӑл ҫирӗппӗн ответлерӗ: — Пӗлме пултараймастӑп. Капла пурӑнса ирттерме вӗсене Одинцова хӑй килӗнче те, пурӑнӑҫра та йышӑннӑ йӗрке те кӑштах пулӑшрӗ, вӑл ҫав йӗркене ҫирӗппӗн пурӑнӑҫа кӗртсе пырать; ыттисене те ӑна пӑхӑнма хушать. Кун тӑршшӗнчи ӗҫсем пурте яланхи вӑхӑтра пулса пыраҫҫӗ. Эпӗ ӑнланса илейместӗп: ҫак ватӑ ухмахӑн мӗншӗн пирӗн ӗҫе хутшӑнмалла-ши? Чӗрӗ ҫулӑм ӳт тӑрӑх юн тымарӗсемпе шӑм-шакра юхать. — Так точно, полковник юлташ. Манӑн та, ватӑ ухмахӑн, ҫумламаллах пулнӑ. — Ку мӗне пӗлтерет вара? — ыйтрӗ Глухань. — Халӗ мӗнле? Манӑн пӳрнене ӑнсӑртран касни нимех те мар пулчӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ май, виле хӑйӗн шӑммисемпе Адриана ыталаса илме пӑхнӑ, анчах лешӗ, пӗтӗм вӑйӗпе кӑшкӑрса, ӑна хӑй патӗнчен тӗртсе янӑ. — Куратӑп: эпир — уйра. «Эхер те эсӗ мана ҫаксенчен хӑшӗ хӗрарӑм та хӑшӗ арҫын иккенне каласан, — тенӗ Балкис, — эпӗ сана ӑсчах ятне панӑ пулӑттӑм». — Халӗ пире Джим пуринчен ытларах усӑ кӳме пултарать — терӗ доктор. Хӗр-арӑмсенчен нумайӑшӗ куҫҫульпе йӗре пуҫларӗҫ. Унӑн вун-тӑватӑ су укҫа илмелле, ҫак правана вӑл тем вырӑннех хунӑ, анчах хӑйӗн обязанноҫне, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ урапине пӗр чарӑнса тӑмасӑр пӗрмай малалла та малалла тӗртсе пыма кирлине ҫителӗклӗ хаклайман. Ку каравана тӗл пулни чӑнах та питӗ пысӑк телей пулчӗ. Анчах та факт тени — ҫавӑн пек япала, унран мӗнпур иккӗленӳ, — резина пӳске тимӗр ҫинчен мӗнле сикет, ҫавӑн пек сиксе каять… — Сан гуяру шуйттан та мар, ҫӑхан та мар, пӑлхавҫӑ вӑл, ыттисем пекех пӑлхавҫӑ кӑна. Вӗҫкӗнленме иртерех-ха! Станицӑна юпасем ҫинче тытӑнса тӑракан, хӑмӑш витнӗ пысӑк мар тӑрӑллӑ ҫӳлӗ хапха витӗр кӗрсе-тухса ҫӳреҫҫӗ; хапха патӗнчи йывӑҫ лафет ҫинче казаксем тахҫанах ҫапӑҫура туртса илнӗ, ванса пӗтнӗ тупӑ ларать, унпа ҫӗр ҫул хушши те персе пӑхман пулӗ. — Эсир тӗрӗс калатӑр-и, мистер Джеральд? Пӑх-ха эс ӑна! — Пӗлетӗр-и? — терӗ хохол, алӑк патӗнче тӑрса. «Ним тума та ҫук, кунпа та ҫитӗ-ҫке пире» терӗ Оксана. Ӑшӑ тата выртма кӑмӑллӑ. — Ну, апла пулсан, ҫапар алӑсене, Николай Еремеич купец хӑйӗн тармакласа пӑрахнӑ аллисемпе конторщикӑн ывӑҫ тупанӗнчен ҫапрӗ). Тата кӑшт улӑхсан, хӑйӗнчен инҫе те мар вут йӑлкӑшнине курах кайрӗ вӑл, вара тӳрех ҫавӑнталла ҫул тытрӗ. — Сире аннӗр нимӗн те пӗлтермерӗ-и… — Тӑхӑн, хушаҫҫӗ пулсан!.. — кӑшкӑрса тӑкрӗ вӑл, аттисемпе сулласа. Пӗр пӗчек симӗс хурт сывлӑмпа йӗпеннӗ ҫийӗпе шуса пырать. — Сӗтел ҫине ҫирӗм пилӗк тенкӗ кӑларса хур, старик, эпӗ сана ӗмӗрлӗх пачпорт тупса парӑп», — тет. Пирӗнте, Магацитлсен ӑрӑвӗсенче, урӑх пурнӑҫ пирки ас пурӑнать, шӑтман тырӑ пӗрчи пек — ашхе тӗлӗрет. Хирӗҫ кӗрешнӗ май, вӑл ҫӗр ҫине тӳнсе кайрӗ, вара, хавассӑн кулса-ахӑлтатса та хӑвӑрт-хӑвӑрт сывланӑран уҫӑлса кайнӑ нӳрлӗрех, савӑк тутисене ман еннелле тӑсса, мана та хӑй хыҫҫӑн илӗртрӗ… Этемлӗхӗн малти ҫулӗ ҫине совет ҫынни тухса тӑчӗ. Ун ҫинчен вӑтӑр ҫул хушши кирлӗ-кирлӗ мара калаҫрӗҫ. Часах анса ӳксе, ҫывӑрса кайӑн, ҫывӑрнӑ чух сана ҫаратса кайӗҫ… — Кала ӑна, эпӗ — Черный патӗнчен, пакетпа. Анчах тӗллекеннисем ытла ҫӳле илчӗҫ, вутпа хӗрне йӗтресем пысӑк пӗкӗ пек авӑнса ытла та ҫӳле хӑпарса кайрӗҫ. Сывлӑшра ҫав тери хӑрушшӑн шӑхӑрса, вӗсем табор тӑррипе вӗҫсе иртрӗҫ те, сывлӑшалла хура тӑпра сирпӗтсе ҫӗре тарӑнӑн кӗрсе ларчӗҫ. — Ну, ҫапах та эпӗ сиртен тархасласа ыйтсан, Евпсихий Африканович? — йӑпӑлтатнӑ евӗр ҫемҫен пуҫларӑм эяӗ каллех. Вӑл турра ӗненмест, анчах Ларионычсӑр пуҫне, мастерскойра кам турра юратнине, ӑна ӗненнине ӑнланса илме хӗн: пурте турӑ ҫинчен ҫӑмӑлттайла, мӑшкӑласа кулнӑ пек, хуҫа майри ҫинчен калаҫма юратнӑ пек калаҫаҫҫӗ. Эпӗ мар пулсан, халь вӑл Техасра пулатчӗ, нимӗн туман пекех вӗҫтеретчӗ. Ҫумӑр ерипен ҫӑвать, салхуллӑн чӑшӑлтатать. Почтальон шыва путнӑ! Куратӑр-и, пулӑсем, эпӗ чарӑнтӑм, хама пӳлтӗм, шухӑшламастӑп. Денни арена урлӑ хӑйӗн тӑшманӗ патнелле пынӑ. — Ах, чӑнах та-ҫке, кунта йӑлтах манса кайӑн, — терӗ вӑл, лешӗ ӑна хӑйӗн хушаматне каласан. Пӗтӗм вӑйне, чун-хавалне пухса пӑхнипе, тахӑш самантра ӑна хӑйӗн винтин ҫутӑ ҫурҫаврашки умӗнче тӑшман кабинин витӗр курӑнакан шитне, ун витер — хӑй ҫине шӑтарасла пӑхакан этем куҫӗсене курнӑн туйӑнчӗ. Тен, санӑн сӗт кӑштах тупӑнать? — Сӗт ҫук, — ҫиллессӗн касса татрӗ карчӑк. Лантенак таппа лекнӗ. «Ҫӗр!» Паянхи кунчченех ӑна ырӑ сӑмахпа асӑнатӑп, тӳррипе каласан, хамӑн пӗлӳсемшӗн, хам ҫапла пулнишӗн кама ытларах тав тумаллине те пӗлместӗп эпӗ: те вилнӗ аттене ӗнтӗ, те ӑна, хам комиссара. Ҫул майӑн чышкине Щукарь сухалӗ тӗлне тытса кӑтартрӗ, канаш парса хӑварчӗ: — Санран ыйтман чухне эсӗ шӑпӑртах тӑр! — Унтан Давыдова: — Ӗҫсем начар! Ҫавӑн пек сӑмахлани те нӑшӑклатни тӗлӗре пуҫланӑ Джонни хӑлхине кӗрсех тӑчӗ, вара вӑл: — Тӗрӗсех ҫав, эпӗ ялан тӑрӑшса ӗҫлетӗп, — терӗ те ҫывӑрса кайрӗ. — Вӑрӑсем! — Саня, Саня, эс тӑна кӗр. — Халь ӗнтӗ вырӑссен йӑлипе, каштах лармалла, — астутарчӗ Инсаров. — Жухрай ырланӑ пек пулса кулса илчӗ. Санин ҫак кун унӑн аллисем ҫав тери хитре пулнинчен тӗлӗнчӗ; хӑйӗн хура, ҫуталса тӑракан кӑтрисене аллисемпе тӳрлетнӗ чухне Санин, ун ҫемҫе те вӑрӑм, Рафаэль ӳкернӗ Форнаринӑнни пек пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑракан пӳрнисем ҫинчен куҫне илме пултараймарӗ. Митьӑна ватӑ рабочисем сырса илчӗҫ, вара темӗн пысӑкӑш, шултра шӑнӑрлӑ Герасим Воинов ӑна питӗнченех кӑшкӑрчӗ: — Митрий Павлов, эсӗ — меллӗ ҫын, меллӗ, — ӑнланатӑн-и? Чиркӳ ҫыннине килӗшмен ҫак тумтирпе вӑл, вӑрӑм ҫӳҫлӗ те сухаллӑскер, Егорушкӑна чӑн-чӑн Ро6инзон Крузе пекех туйӑнса кайрӗ. Паллах, кулӑшла ӗнтӗ, анчах — ӑнланма ҫук, мӗншӗн тесен, тӗрӗс мар! — Уҫӑ ҫил ҫав, ҫил хытах вӗрет. Нестеренко вӑл каланине ҫӗрелле пӑхса, пӑшал приклачӗпе хыр йӗкеллине ҫӗр ӑшнелле чышса кӗртсе итлерӗ, унтан куҫӗсене ҫӗклемесӗрех ыйтрӗ: — Мӗншӗн-ха эсир полицине пӗлтермерӗр? Купсапа чӗркуҫленсе лартӑмӑр та эпир йӗрсе ятӑмӑр, турра кӗлтума тытӑнтӑмӑр. Эпӗ ун ҫинчен кунта, Англире илтрӗм, — терӗ доктор. — Мӗн пӑшӑлтататӑн эсӗ унта, ват супнӑ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Хлопуша. Тепӗр кунне, ҫав пӳлӗмрех, чӳрече патӗнче Рендич тӑрать, ун умне шаль тутӑр пӗркеннӗ Елена ларнӑ. Вӗсем иккӗшӗ тӗл пулчӗҫ те вӑхӑта питӗ аван ирттерчӗҫ: ытти шкул ачисемпе «канал астуса тӑракансемпе» тата «шӑл йӗрсе ҫӳрекенсемпе» пӗрле вылярӗҫ. Вӑл пирӗн политиксем пур ваккисене те витӗр курса чеелӗхпе хӑтлӑннисенчен йӗрӗнетчӗ, государство ӗҫӗсенчи кирек мӗнле вӑрттӑнлӑхсемпе хайласене кураймастчӗ. Лежёнь чӗрине хытарсах пукан ҫине ларнӑ: вӑл ҫуралнӑранпа та фортепьянӑна пырса тӗкӗнмен. Ҫакӑн пек вӗреннине «комплексла меслет» тетчӗҫ пулас. Инҫетри ҫул ҫинче нумайччен ҫӳреме мӗн кирлине пурне те хатӗрлесе ҫитерсен тата хӑйӗн кил-ҫуртри ӗҫӗсене майлаштарсан, ман хуҫа арӑмӗпе сывлӑх сунса уйрӑлчӗ те 1703-мӗш ҫулта августӑн 17-мӗшӗнче, эпӗ унта пырсан ик уйӑхран, пирӗн хуларан виҫӗ пин миляра ларакан тӗп хулана тухса кайрӑмӑр. Нихҫанхинчен те сыхӑ пулма хушрӗ вӑл, мӗншӗн тесен, халлӗхе ун ҫинчен никама та каламарӗ пулин те, хӑрушӑ шанманлӑх ун пуҫне пӑра пек пӑраларӗ. Ӑнланмастӑп: темле салхуллӑ эсӗ. Сасартӑк пӗри манӑн ҫумрах шӑппӑн кӑна: «Вилчӗ» тесе каларӗ. Пиччӗшӗсене иккӗшӗ те вӗсем пуҫран шутласа кӑларнӑ. — Эсӗ ан ӗнен ӑна! Тин-тин-тин! Унӑн та ватӑ амӑшӗ пур, ун ячӗпе патӑр», терӗ. Нумай туйӑм вӑранса ҫулӑмланчӗ ҫамрӑк козак кӑкӑрӗнче. Хӗр ӗсӗклесе йӗрсе ун патне чупса пычӗ. Вӑл кашкӑра, йӗке хӳрене тытса туланӑ пекех, туллать. Тепӗр самантран — вӑл кашкӑрӑн пырне ҫыртса татса, ӑна ывӑтса ярать. Багажсен вагонне ҫаратнӑ. Майор ним шарламасӑр текех тӑни палламан ҫын вӗтеленсе ҫӳренипе пӗрре те килӗшсе каймасть; вӑл Мак-Набс тавра ҫавӑрӑнкаласа ҫӳрет, ӑна унтан-кунтан тыткаласа пӑхать, ун ҫине ыйтас пек куҫӗсемпе пӑхса илет; ҫав вӑхӑтрах майор палламан ҫынпа хӑйпе те, вӑл Дункан ҫине мӗн майпа ҫакланнипе те кӑш та пулин интересленсе пӑхмасть. Ав, куратӑн-и, эпир улпута кансӗрлетпӗр. «Ну, апла пулсан, пулӑ лавӗ ҫине хур». Шывӗ те тӗксӗм кӑвак тата сивӗ, вӑл юхни палӑрмасть; вӑл хытса кайнӑ пек, пушӑ ҫуртсемпе пӗрле, лапра-сарӑ тӗслӗн сӑрланӑ лавкасен речӗсемпе пӗрле ҫывӑрса каннӑ пек туйӑнать. — Эпӗ иезуитсене хирӗҫ йӗркеллӗ пропагандӑпа агитаци туса пыма сӗнетӗп. Чӑнах та, шӑп ҫак самантра Петруҫӑн ӗнерхи пӗлӗшӗ усадьба хапхинчен кӗчӗ те, картишӗпе иртсе пыракан Анна Михайловнӑна асӑрхаса, хӑюллӑнах ун патнелле ҫул тытрӗ. Том, Остин, Бат, Актеон, Геркулес усӑллӑ пуласшӑн ҫунчӗҫ. — Малалла мӗн тума шутлатӑр ӗнтӗ эсир? — тесе ыйтрӗ Екатерина Михайловна. Вӑл кабинет алӑкӗнчен шаккарӗ те Пӑван:— Эсир кайма пултартӑр, Бианка. Джемма вара васканӑ пек… Аннепе ман хушӑра пӗрпеклӗх пачах ҫуккине эпӗ тӗп-тӗрӗс пӗлетӗп пулин те, Lise тӗрӗс тесе ответлерӗ. Унтан вӑл ӑна акӑ мӗн каларӗ: — Пуҫна ҫапла аяккалла пӑрах ӗнтӗ, Том, пӑрах. Сан вырӑнта эпӗ те ҫаплах пӑрнӑ пулӑттӑм. Сухӑртан тунӑ факел ҫутинче ик кустӑрмаллӑ урапа иртрӗ, ун ҫинче шыв тултарнӑ пичке силленет, пичкинчен виноград эрехӗн шӑрши кӗрет. Сасартӑк прокурор сиксе тӑчӗ, унтан пӗчӗк старик ӳкӗтлесе калаҫма тытӑнчӗ, — вара защитник, вӗсене хисепленӗ пек пулса, пуҫне тайса итлерӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ. Чӳречерен пӗр ҫын пуҫне кӑларчӗ. Анчах эсӗ Гарви тетӳне калама кирлӗ тетӗн пулсан, ман сӑмаха ан тӑнла… — Тата мӗскер? Вара пирӗн Англире пурте пӗрле савӑнса пурӑнас чух Мери Джейн чирлесех кайӗ-ши е чирлемӗ-ши тесе кӗтсе лармалла-и? Ырӑ каҫ пултӑр! Унӑн хӗр чухнехи вӑхӑчӗ тепӗр хут ҫаврӑнса килчӗ тейӗн! Вӑл ирландецпа пӗр кӑмӑл-шухӑшлӑнах каларӗ, ун сӑмахӗсем ирландецӑн шухӑшӗсемпе пӗр майлах пулнӑ, анчах ирландецӗ шарламарӗ. Ҫав вӑхӑтра шӑл тӑпӑлтармалли япалисем те килсе ҫитрӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, мӗн те пулин пуласран, эпир хула валӗ патӗнчен виҫӗ ҫухрӑм тавра ҫаврӑнса кайрӑмӑр. — Ара эпӗ сана ҫав Банник — хамӑр ҫынах, теместӗп-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна! Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑй вырӑнне кайса ларнӑ та вӑл хӑйне хирӗҫ кӑшкӑрашнине лӑпкӑн итленӗ. Каронада ҫакна асӑрхарӗ тейӗн: вӑл, каялла ҫаврӑнса чӑрманмасӑр, сулса янӑ пуртӑран та хӑвӑртрах вӗҫсе ҫын патнелле кутӑн пырса кӗчӗ. Манӑн тусӑм! Тепӗр икӗ кунтан ҫӳлти лагерьти ачасен тӑмран тунӑ теттисемпе сывпуллашма лекнӗ. Синопӑн аслӑрах юлташӗсем вӗсем ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнса тӑмран тунӑ чӗрчунӗсене ҫеҫ мар, ытти теттисене те туртса илнӗ. — Малалла калӑр, эпир итлетпӗр. — Мӗншӗн? Енчен вӑл Марс патне турех вӗҫнӗ пулсан, унта ҫитнӗ пулӗччӗ. Мӗн вара, пӗтӗм ҫӗр санӑн-им, кама та пулин ун ҫийӗн ҫӳреме чарасшӑн-и эс? — Кама? Артём сунтал ҫумӗнче выртакан йывӑр мӑлатука ҫавӑрса тытрӗ те пуҫ урлӑ сулса ярса ҫапрӗ. Ҫакӑнпа лӑпланнӑ ученый картта ҫине куҫрӗ, ун тӑрӑх вӑл Вайкато юханшывӑн кукри-макрисене пурне те асӑрхаса пырать. Хӗвел суккӑрлатнӑ ӑна… — Пӗлетӗп, вӑл Якимица инке патӗнче. Хресченӗн икӗ тӗрек пур: пӗри — ӑна тӑрантаракан уй-хир, тепри — ӑна пытарса усракан вӑрман. Юлашки ҫӗр ҫакӑн пек лару-тӑрусемпе иртсе кайрӗ. — Чӑт кӑштах, тусӑм, — терӗ Гаррис. Тӳпӗре, ҫуначӗсене сарса пӑрахса, хурчӑкасем вырӑнтан хускалмасӑр вӗҫсе тӑраҫҫӗ, вӗсем куҫӗсемпе вӗҫӗмсӗр курӑк хушшинелле пӑхаҫҫӗ. Енчен те проституткӑсем ун ҫинчен манса кайсан е хӑйсен парнине мӗншӗн те пулин пырса параймасан, вӑл алӑка уҫса коридоралла: — Ҫӑкӑр! — тесе хӑркӑлтатса кӑшкӑратчӗ. — Пирӗн Ҫемен кӑмӑлсӑр пулнӑ пулӗччӗ, эпӗ ҫапла шутлатӑп. Алмаз уйӗсем инҫетре-инҫетре, аялта юлчӗҫ, халӗ вӗсем пӗчӗк хӗлхем пек, шурӑ-шурӑ тӗпсӗрлӗхе куҫрӗҫ те — ҫухалчӗҫ… Ҫавна туйса тӑни ӑна калама ҫук ҫунтарнӑ. Пӑшалне ярса тытнӑ та вӑл, халӑхпа пӗрле, «ура» кӑшкӑрса, хӑй вӗлернӗ француза пӑрахса хӑварса аяккалла чупнӑ. Пӗр салтакӗ ҫав вӑхӑтрах хайхи француз аттине хывма тытӑннӑ. Акӑ пирӗн пахчасенчи ҫӗр ҫумӗпе явӑнса ӳсекен курӑксем те малтанхи ӗмӗрте пысӑк йывӑҫсемех пулнӑ. «Малтан тир, вара ҫынсем», ҫапла шухӑшлать-мӗн ҫав хыткукар. Вӗсем усӑнса тӑракан чул айӗнчи стена ҫине хӑйсен ячӗсене хӑрӑмпа ҫырнӑ та малалла кайнӑ. Утрав пуҫлӑхне эпӗ Гелиогабал поварӗсене чӗнсе килме ыйтрӑм, вӗсене хамӑр валли апат хатӗрлесе пама хушрӑм. Анчах апат ҫине ямалли тӗрлӗ япаласем ҫуккипе вӗсем хӑйсен искусствине чаплах кӑтартаймарӗҫ. Вӑл ҫӗрсене, Уилкс американец ҫакна хирӗҫлет пулсан та, «Астроляби» тата «Зеле» карапсемпе ишнӗ чухне Дюмон-Дюрвиль ятлӑ француз уҫнӑ тесе ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл Ленинградра педагогика институчӗ пӗтернӗ иккен, пӗр те пӗр каласан вӑл Лев Толстойпа Вольтера ҫеҫ вуламан, пултаруллӑ ҫын, пысӑк вӗреннӗ ҫын. Вӑрман майӗпен сайралса пычӗ, ҫӗр йӑшма тытӑнчӗ, тункатасем ытларах та ытларах курӑнма пуҫларӗҫ. Экспедицин вилнӗ лашисем вырӑнне кунти пушхирсенче урӑх ниҫтан та тупаймастӑн, ҫак нимне пӗлмелле мар эпидеминчен ытти лашасем те вилсе пӗтсен, вара малалла кайма та питӗ йывӑрланать. Ҫапах та эпӗ макӑрма пултарни юрӗ-ха! Анчах мана ҫав хӗрарӑм хай пурнӑҫне улӑштарнӑ, ашкӑнма пӑрахнӑ пек туйӑнать, ҫавӑнпа, Нагульнов юлташ, эсӗ ун пирки ан пӑшӑрхан. Каях, тӑван, хам йӗркеллӗ ыйтнӑ чухне, атту ӗнсерен парса ӑсатӑп! Йӗкӗтне унта тӑварчӗҫ, мана пӑхрӗҫ те каялла ячӗҫ. Ку ачине алла тытнӑ таса хӗр. — Ыйтас килет: мӗн тума ҫакӑ? Мӗн тума пуҫтарӑнса тӑнӑ эсир? Ирхине вӑранса эпӗ юнашар пӳлӗмре пичче такампа хавхалансах калаҫнине илтрӗм. Каҫ умӗн Оленин тӑмаллипех тӑчӗ те ҫырма пуҫларӗ, вара сӗм ҫӗрлечченех ҫырчӗ. Ку йыхрава тупӑкҫӑ кӑмӑлпах йышӑннӑ. Эпӗ вӑраннӑ чухне профессор мана кӑмӑллӑн саламларӗ; вӑл калама ҫук хӗпӗртенӗ. Пӗр япала ҫинчен, унтан сасартӑках тепӗр япала ҫинчен калаҫатпӑр, пӗр-пӗрне ӳпкелеме пуҫлатпӑр: «Ну, ку вӑл тахҫанах паллӑ вӗт, яланах ҫапла вара: эсӗ каларӑн-ҫке…» Унтан часах Аверьян пиччӗшӗ — хӑрах куҫлӑ Сергей вӑрман каснӑ ҫӗрте шӑнса пӑсӑлчӗ, — чирлекелерӗ те вилчӗ: ӳпки шыҫнӑ унӑн. — Эсир, синьора, яланах тӗрӗс калакан ҫынсенчен пӗри пулмалла. Гвоздев шкул ҫумӗнчи пӗчӗкҫеҫ лутра йывӑҫ ҫурта, кивӗ диван ҫинче хускалмасӑр выртакан, начарланса кайнӑ пӗчӗк амӑшне, ҫакӑнпа пӗрлех чирлӗ хӗрарӑм умӗнче ӳсӗркелесе, кӑвак та сайра сухалне чӗпӗткелесе ларакан, кивӗлле ҫӗлетнӗ пиншак тӑхӑннӑ ашшӗне тата амӑшӗ пекех хура сӑнлӑ виҫӗ пӗчӗк йӑмӑкне аса илнӗ. Палламан ҫын йӗнер пуҫӗ ҫине чӑркаса хунӑ кантрине илчӗ те пушӑ вӗҫне ҫӗрелле пӑрахрӗ, тепӗр вӗҫне йӗнер ҫумӗнчи ункӑран ҫыхнипех хӑварчӗ. Уйра тупрӑм. Ватӑ салтак пулни нумая пӗлтерет, анчах доктор пуласси унран та нумайтарах. Сӑмах май, Евгений Васильевич, сирӗн кунта пӗр дама патне кӗрсе тухасах пулать. Вӑл сире пӗтӗмпех ӑнланма пултарать. Ҫак сасӑ унӑн сехрине хӑпартрӗ… Ача шӑхличне хурсан, хӗрача ӑна таврари ҫутҫанталӑка вӑл хӑй мӗнле ӑнланни ҫинчен ачалла хавхалансах каласа парать; паллах ӗнтӗ, шӑпах кирлӗ сӑмахсем тупса тулли пӗлтерӗшлӗн каласа пама пӗлеймест пулӗ, анчах унӑн ӑнланма ҫӑмӑл калавӗсенчен, унӑн сассинчен кашни явленин хӑйне кӑна тивӗҫлӗ енӗсене астуса юлатчӗ вӑл. — Каҫарсамӑр! Мӗнле ҫавнашкал тискер ҫын патне кӗрешме килӗшрӗр вара эсир? Артамонов вара вӗсенче кашнинчех ҫӑра ҫӳҫлӗ Паулӑн нимӗнпе те пытарман намӑссӑрлӑхне курнӑ, пур хӗрарӑмсем те — ухмаххисемпе чейисем те, вӑрттӑннисемпе чӑрсӑррисем те — уншӑн тӑшмансем пулнӑ пек туйӑннӑ; арӑмӗ ҫинчен аса илсен, ӑна вӑл та хӑйӗншӗн вӑрттӑн тӑшман пулнӑн курӑннӑ. — Астӑваймастӑп, чӗппӗм. Команчасем вӑрҫӑ сукмакӗ ҫинче! — Ку никама та кирлӗ мар, — терӗ Лось, — хӑпартланса палӑртмалли — нимӗн те. Анчах ӑҫта шырӗ вӑл вӗсене? Матроссем ҫӗнӗ фуфайкисене тӑхӑнчӗҫ; пӗрисем палуба ҫӑваҫҫӗ, теприсем бортсене тыттарнӑ тимӗрсемпе иллюминаторсен рамисене тасатаҫҫӗ, мачта ҫине пӗр ялав, пӑрахут хӳрине — тепӗрне, пысӑкраххине кӑларса ҫакрӗҫ. «Пулать вӗт-ха путсӗр! — каллех ятлаҫса илчӗ вӑл, ҫаплах-ха питне шӑлкаласа. Ачасем санран хӑрамаҫҫӗ. Инсаров кроватьне чаршавпа карчӗ, хӑй валли диван ҫине вырӑн майлаштарчӗ. — Эпӗ сире тин ҫеҫ каларӑм. Ачан чунӗ халлӗхе лӑпкӑ кӳлӗ пек пулнӑ, ку кӳлӗ пурнӑҫ тӑвӑлӗсенчен пытанса тӑнӑ, унӑн тӗкӗр пек ҫийӗ ҫине мӗн те пулин пырса лексен те, вӑл е кӑшт ҫеҫ хумхатса аялалла анса кайнӑ, е, тикӗс ҫийӗпеле шӑвӑнса иртсе, самантлӑха ҫеҫ ункӑсем хӑварнӑ. Ай турӑ, эсӗ-и вара ку? Ваҫили Андрейч хирӗҫ чӗнмен. Джемма пуҫне пӑртак сулчӗ те чарӑнса тӑмасӑр малаллах утрӗ. Кӑвак лаптак тумхахсенче, алӑсемпе пуҫсем вырӑнӗнче, темскер хӑрушӑскер пур пек туйӑнать; ахаль чухнехинчен те ытларах святойсен ӳчӗсем сӑрласа пӗтернӗ тумтирсем ӑшӗнчен ҫак подвалтан темле вӑрттӑн таҫта кайса ҫухалнӑ пек туйӑнать. Марийка картлӑ-картлӑ та сарлака вӗрене ҫулҫине вӗҫнӗ ҫӗртенех ярса илчӗ. Аха, ҫырӑвӗ пур-ҫке. Кун хыҫҫӑн Ярмола хашлатсах тарӑннӑн сывлать, кӑтартмалли патакне сӗтел ҫине хурать те:— Ҫук… пултараймастӑп… — тет хурлӑхлӑн та татӑклӑн. — Мӗнле пултараймастӑн-ха? Пурте ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗҫ. Вӑл вӑрттӑн ҫӗрте ерчевлӗ ӳсет. Австралин шалти ҫӗрӗсенчи пушхирӗсенче Бёркпа Кинга вӑл вилӗмрен хӑтарнӑ. Луиза сасӑпа каласа шухӑшласа ҫеҫ ларнӑ, тарҫи, сасӑ ян кайнӑ майлӑ, ун хыҫҫӑн сӑмах хушса кӑна пынӑ. Пурӑнӑҫ халичченхи пекех пырать. Таҫта, ҫырма леш енче, йытӑ хыттӑн уласа вӗрет, хӑйӑ ҫути мӗлтлетет. — Вӑйӑм ҫитмест! — тарӑхса кӑшкӑрнӑ час-часах Николай Петрович. — Паллах ӗнтӗ, вӑрӑ-хурахсем. Олеся каллех арлама ларчӗ, эпӗ лутра, кӗске те питӗ хӑлтӑркка сак ҫине ун ҫывӑхне вырнаҫрӑм. — Ӑҫта вара вӑл? Оленин хирӗҫлемерӗ, шарламарӗ те. Артур сассинче ывӑнни илтӗнет, Монтанелли ҫавна часах асӑрхаса илчӗ. Ҫийӗнчи ризи куҫран ҫухалать пек, пичӗ ҫинче кӑвак, хаяр мӑйӑхӗ курӑнса каять. Джемма сӗтел патне ларчӗ те чечек тунисене тикӗслетсе ваза ӑшне лартрӗ. Пампассенче хуть ӑҫта кайсан та тикӗс вырӑн, сывлӑшри юхӑмсене унта нимӗн те чарса тӑмасть. — Паруссемпе-и? — тесе ыйтрӗ Айртон. — Пурӑнать-ҫке, пурӑнать! — чарӑнма пӗлмесӗр кӑшкӑрчӗ Фая. Айртон, пикенсех чӗмсӗрленме шутланӑ ҫын пек, пуҫне силлерӗ. — Городцов ытлашширех хӑтланнӑ. — Ну-ну? Организацин практикӑллӑ ӗҫӗсемпе ҫыхӑнасси ҫав ҫамрӑксем урлӑ йӗркеленсе пырать. Эпӗ ӑтӑр йӗрӗпе пыратӑп-и тен?» Вӑл Машӑна чӗнме ячӗ. Кольхаун хирӗҫ чӗнмест. Амӑшӗ ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, — унӑн мӗн ӗҫ пур унпа? Ҫиелтен лаптак чулпа е ҫапӑсемпе витнӗ ҫаврака та тӑвӑр ҫӗр шӑтӑкӗсем бретанецсен хӳтлӗхӗсем пулнӑ. Олд-Джурирен Фегтер-Лейна куҫрӑм, унтан, моряксем хушшинче лекер ӗҫӗ тупас тесе, Уоппинга куҫрӑм, анчах эпӗ шутлани вырӑна килмерӗ. Мӗнле пӗҫеретӗн эсӗ? Чирлемерӗн-и? Шенкер мундир тӑхӑннӑ ҫынсем пӗр вырӑнтах тӑнӑ пек туйӑннӑ. Суранланнисемпе вилнисене пӑрахсах вӗсем хӑйсен траншейисем патне тарса пынӑ иккен. Вӑл шартах сикрӗ те шуралса кайрӗ. «Тӑр, тетӗп, ан хускал! Санӑн сӑн-пит те ахаль ҫын сӑн-пичӗ пек мар, аллусем те урӑхларах: вӗсем вӑкӑр мӑйракине нихҫан та тытса курман пулмалла, таса алӑсем… Акӑ пирӗн ҫурт. — У!.. — Паллах, ҫапла. Атте, ҫак ӗҫе кам алли тунине пӗлсе тӑнӑскер чӑтаймарӗ, суда пачӗ. Часах каҫ пулать. Кусемсӗр пуҫне ҫӗрте темӗн чухлӗ вак чул купаланса выртать. Ҫав чулсем шыв хумӗсем кустарса килнипе якалса вакланнӑ. — Кил ӗнтӗ! Кил! — ҫине-ҫинех чӗнчӗ ҫынни. Повозкӑсенчен пӗрин ҫине хӑпарса, Озеров капитан нимӗҫ тумтирне йӑлтах хывса пӑрахрӗ те хӑйӗн обмундированине тӑхӑнма тытӑнчӗ. Вӑл Петя Уралецран, хӑйӗнчен пӗрре те уйрӑлман связнойӗнчен, шӑппӑн ҫеҫ ӑна-кӑна ыйтрӗ: — Шалавар! — Чӑрмантарар мар ӑна, — терӗ Марконе. Тупнӑ шеллемелли! Хӑй ятне илтсен, йытӑ пуҫне ҫӗклерӗ те хирӗҫ чӗнесси вырӑнне мӑшт! туса ҫеҫ илчӗ. Йытӑсем тивмӗҫ-ши пире, картиш тӑршшӗпех утса тухар-ха терӗмӗр. — Чимӗр-ха. Ҫак шӑп-шӑпӑрт, йӑпшӑнса пытарӑннӑ тӑшманлӑх мана ывӑнтарса йӑлӑхтарма та тапратнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа эпӗ, тивӗҫлӗ сӑлтав сиксе тухсан, Ярмола усси-пӑссинчен ҫийӗнчех тасалас пирки те шутлакалама пуҫланӑ… Ҫапах та, Иван Ивановичпа Иван Никифорович иккӗшӗ шӑпах пӗр пек пулмасан та, питӗ лайӑх ҫынсем. Темиҫе ҫул каялла ҫеҫ унӑн алӑкӗ ҫинче: «Лайӑх сидр шерпетне пӗчӗк пичкесенчен тултарса сутатпӑр», тесе ҫырнине вулама пулатчӗ-ха. Вӑл акӑш-макӑш вӗриленсе выртрӗ. Сатурн тесе римлянсем Юпитер ашшӗне каланӑ, вӑл вӑхӑт турри тенине пӗлтерет. Пурҫӑн халатне сак ҫинех пӑрахнӑ. — Эсӗ мӗнле тата? Вӑл тӑпра сийне хырса пӑрахрӗ те, ҫӳхе хыр хӑма татӑкки курӑнса кайрӗ. Унӑн кашни сӑмахӗ — суя, анчах халӑх хушшинче айӑпланакана курайманни пушшех ӳссе пырать. Яхта ҫырантан пӗр вунӑ миль аяккинче ишет; ҫак вунӑ мильрен Паганелӗн ытарма ҫук трубипе пӑхсан та Америкӑн ҫыран хӗррисене аран-аран курса илетӗн. Вӗсен хыҫӗнче, сӑртлӑ-тӗмескеллӗ тӳремлӗхпе, ӗшнесем, илӗшчӗксем ҫийӗн, Марсӑн тепӗр спутникӗ тӑрать. — Каясшӑн ҫав. — Дениска ӑҫта ҫӳрен эс унта! Ҫӑк тӗлте температура яланхи шутпа +81° ҫитмелле, анчах вӑл вунпиллӗке те аран ҫеҫ ҫитнӗ. Кэтти чей чашки лартнӑ поднос илсе кӗрсен, ача куҫӗсене уҫрӗ те тӗлӗннипе тӗрлӗ еннелле пӑхма пуҫларӗ. Ӑнсӑртран телей пулнине пула автор Блефуску империнчен тухса кайма май тупать те тӗрлӗ йывӑрлӑхсем чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн тӑван ҫӗршывне таврӑнать. Вӑл пит те ӑста вылять, — хирӗҫ пулчӗ ӑна Смион хаджи. Ман шутпа вара ҫавӑн пек паттӑр пулас тесен куҫкӗски умӗнче темӗнччен тӑма кирлех те мар пек, ҫитменнине тата никам пурӑнман утравра куҫкӗски те пулмасть, Катька вара темӗнччен куҫкӗскирен пӑхатчӗ. Ашшӗ вилнӗренпе ҫулталӑк тултарнӑ чух, масар ҫинче ашшӗ пирки кӗлтутарнӑ хыҫҫӑн, Артамоновсен пӗтӗм ҫемйи хӑйӗн ҫутӑ, илемлӗ пӳлӗмне пухӑнсан, Алексей, хумханса кайса, ҫапла каларӗ: — Атте пире туслӑ пурӑнма хушса хӑварчӗ; ҫапла кирлӗ те вӑл, — эпир кунта тыткӑнри пекех. Вӑрлама мар вӗт? — Тур патӑрах, — тет вӑл тепӗр хут, — эпир сансӑр та япӑх пурӑнман та, тен, санпа та ҫавӑн пекех пурӑнса ирттерӗпӗр. Мӗнле юратса пӑрахнӑ тата! Пӗр сӑмахпа каласан, этемлӗхе савӑнӑҫпа телейлӗх кӳме пултаракан вӗсен тӗрлӗ проекчӗсене шутласа кӑларма та май ҫук. — Тӑвар, — терӗм эпӗ. Ерофей Кузьмич Ефима кӑшт тӑхтарах тӑчӗ те аякранах кӑшкӑрчӗ: — Тухрӑн-им? — Ку нимӗне те пӗлтермест. Манӑн хырӑм епле пек? Эхер сана кӳрентертӗм пулсан, каҫар мана. Ку вара рекорд пулать, ӑна тума хутшӑннисем чапа тухаҫҫӗ, ҫав шутра эпир те чап илетпӗр. Вӑл хӑйӗн элекне имшер, анчах хӑюллӑ сасӑпа тепӗр хут каласа пачӗ. И я ишу свободы и покоя… Вӑл ӑна, ӗҫленӗ вӑхӑтрах вӗренме йывӑр килет тесе, университетра вӗренме пӑрахтарнӑ. Чӑн та, Алексей туслашнӑ кӳршӗсем — карчӑкпа старик — вӑл хӑйне валли апат пӗҫерме пӑрахнине кура, ӑна ҫине тӑрсах хӑйсем патне апат ҫиме чӗнчӗҫ. Анчах та Алексей, ҫав ватӑ ҫынсем хӑйсем те чӳрече умӗнчи пӗчӗк пахчари ҫимӗҫсемпе кӑна тытӑнкаласа пурӑннине, унти кашни сухана, кишӗре шутласа хунине, хӑйсен ҫӑкӑр паёкне кашни ир мӗнле пайласа ҫинине пӗлсе, вӗсем патне ҫиме каймарӗ, вӑл юриех хаваслӑ пек пулса вӗсене: апат пӗҫересси — чӑрмавлӑ ӗҫ, ҫавӑнпа та ҫиме командирсен столовӑйне ҫӳретӗп, терӗ. Давыдов ҫӗрле вилчӗ. Короле пытарни Тепӗр кунне, майӑн 29-мӗшӗнче, Казондере яланхи пек пулмарӗ. Ҫакӑн ҫумне хушса эпӗ тата ҫапла каларӑм: хамӑн ӑраскалӑм мана хӑҫан та пулин тӑван ҫӗршывӑма илсе ҫитерме пултарать пулсан, унта эпӗ хам тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм, анчах мана унта никам та ӗненмен пулӗччӗ, хама итлекенсенчен кашниех эпӗ вӗсене пулман япаласем ҫинчен, малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех хам пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ япаласем ҫинчен каласа парать тесе шутланӑ пулӗччӗ, терӗм. — Болгарсем-и? Эсир ма ҫавӑн пек шутлатӑр? — Ларӑр, Аня, ларӑр, — хавхалануллӑн хуҫаланать Юрий, Лена ҫине пӑха-пӑха тата ӑна мӗн кӑмӑлсӑр тума пултарнине пӗлесшӗн пулса. Вӑл хӑех гасиенда патнелле чупса пынӑ. Хӗвел чӑтма ҫук пӗҫертет, матроссем хӑйсен йывӑр ӗҫне ылханса пӗрмаях ятлаҫса пычӗҫ. Ҫыран хӗрри пуш-пушах, унӑн тӑрӑхӗпе утмӑл футран пуҫласа сакӑр вунӑ фут ҫӳллӗшне ҫитекен чӑнкӑ ҫӗрсем тӑсӑлса каяҫҫӗ. Картлашка-мӗн пулмасан, е алра вӗҫне ҫекӗл ҫыхнӑ вӗрен пулмасан, ҫак ҫанталӑк вӑйӗсемпе тӗрекленсе ларнӑ крепӑҫсене ҫӗнтерсе илме те йывӑр пулӗччӗ. Сентябрӗн 21-мӗшӗ Корчагина малтанхи хут госпиталӗн пысӑк балконӗ ҫине пӗчӗк урапапа илсе тухрӗҫ. Сасартӑк атте Петебургран хамӑрпа хурӑнташлӑ Б… князьрен ҫыру илнӗ. Хӑй тавра мӗн пулса иртнине Воропаев ҫӑмӑллӑнах курать. Темиҫе пин ҫын хӗвел тухиччен Вазуза леш еннелле каҫса кайма васкать. Вӑл пире юратӗ… — Сывӑ. Пӗр вилнӗ паттӑр вырӑнне вуншар та ҫӗршер паттӑр туха-туха тӑнӑ. — Итлетӗп, сирӗн благороди! — яштах тӑсӑлса тӑрать Шаповаленко. — Хӑратӑп? Лешӗ, путсӗрри, хӑрах куҫлӑ чӗлӗмҫи, ӑҫталла вӗҫсе кайрӗ? Чун туртӑмӗ вара пӗрре — ҫунӑм, кантару ҫулӑмӗ. Бугенвиль — «чаухи» тет, а хӑйсене хӑйсем «ипакен» теҫҫӗ. Ҫӗрле шӑнса ларнӑ хӑйӑр витӗр вӑкӑр йӗпенчӗкӗсем сӑрхӑнса анайман, вӑкӑрсем йӗпе ҫӗрех выртса шӑна-шӑна ҫыпӑҫнӑ… Тӑшман халлӗхе вӗсене курӑнмасть-ха, анчах вӑл инҫе марри палӑрсах тӑрать. Эсир, ненько, унпа Исай ҫинчен ан калаҫӑр, — Исай чӑнах та шпион ӗҫӗпе хӑтланать. Малашне вара, хӗвелтен ҫаврӑнса иртсе, тӗнче уҫлӑхӗн анлӑшӗнче каллех ҫухалать. Митри — ӑслӑ мужик, ачи те хӑй пекех пулсан — аван вара! Григорьев капитаншӑн, вӑл «нимӗҫсен шыв айӗнче ишекен киммисен караванне ҫӗмӗрнӗ чух пит аван ертсе пычӗ». Qvelle idee deliciuse! Часах лаша ури сасси илтӗнме пуҫлать. — Кардинал хӑйне мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулма хӑтлантӑр. Вӗсем кӑшкӑрашса калаҫма тытӑнсанах Лена кабинета кӗчӗ те вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлеме чарӑнса тӑчӗ, мӗн пулса иртнине вӑл часах тавҫӑрса илеймерӗ, анчах уншӑн ҫакӑ паллӑ пулчӗ: хӑйӗн хуйхи-суйхисене, ӑнӑҫсӑрлӑхӗсене пула, ҫак хӑрах ураллӑ полковник кашнинех, чи малтан — Корытова, сахал мар чӑрмав кӳрет. Ирусалимри Кириллӗ Арий еретике хирӗҫ кӗрешнӗ… Пӗрремӗш хускану 1792 ҫулта июлӗн 8-мӗшӗнче Кербадар пушхирӗнче пуҫланнӑ. — Карниз ҫаврака. Тӳррипех калас пулсан, акӑ мӗн: мана валли Мускавран географи картти ҫырӑнса илнӗччӗ. Вӑл ним усӑсӑрах пӳлӗмре ҫакӑнса тӑратчӗ те, чылай анлӑ пирки тата хучӗ те лайӑххипе, тахҫанах мана илӗртетчӗ. — Ну, мӗнле унта, старик, халӗ ҫутӑрах-и? — ыйтрӗ вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн. Анчах лешсем — пиншер ҫынна лӑпкӑнах, чӗрисене пӑлхатмасӑр, кӑмӑлласах вӗлереҫҫӗ! Петро Семиглаз ҫакна илтрӗ. Вӑл ӗнтӗ Флоренцири радикалсене пӗрре ҫеҫ мар пулӑшкаланӑ: йывӑр вӑхӑтра вӗсене кивҫен укҫа панӑ, парти ҫырӑвӗсене ҫӳретес ӗҫре хӑйӗн фирми адресӗпе усӑ курма чарман тата ытти майпа та. Анчах ҫавсене пурне те Джемма урлӑ, унпа туслӑ пулнӑ пирки, тунӑ. Стенана шӑтармалли лайӑх хатӗр пӑшал шомполӗ пулчӗ, ун вӗҫӗнче пуля кӑлармалли винт карчӗ пур. — Пӗчченех, — терӗ вӑл, ыйхӑллӑ ҫӑварне аран ҫеҫ уҫса. Мӗн чухлӗ шаккаса хутӑмӑр ӗнте вӗсене! Вӑл манпала пит туслӑ пулин те, ют ҫӗршыв ҫыннисене юратмасть, мистер Овердофер гостиницин алӑкӗ урлӑ каҫма вӑл нихӑҫан та килӗшес ҫукчӗ. «Тӳррипе каласан, эпӗ М-овра питӗ лайӑх пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вилес пек выртнӑ ӗнтӗ» тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ, Катя тупӑнать, таврӑнатех текен ватӑ хӗрарӑм ҫине ним курмасӑр пӑхса тӑнӑ май. — Шухӑшламӑттӑм ун ҫинчен; анчах, юри тенӗ пекех, шухӑшӑмсем пӗрмай ун ҫинче. Ҫӑлӑннисенчен пӗри Роберь Прудфут пулнӑ, тепри — Джек Пейк. Пурте ҫӗр купаласа тунӑ вал ҫине тухса тулчӗҫ, вара козаксем ҫакна курчӗҫ: поляксен пӗринчен тепри хитре витязӗсем купаланӑ вал ҫинче тӑраҫҫӗ. Хӗрача кулса ячӗ. — Сирӗн йӑласем урӑхла, — тет ашшӗ шухӑша кайса. Помялов ҫавӑнтах мухтанма тытӑнать: — Эпир кунта тӗп халӑх вӗт. Генерал пӑртак ҫемҫелнӗ пек пулчӗ те салтаксене темиҫе хутчен мухта-мухта илчӗ. Шеремет мисс Пойндекстер! — Унпа никам та вӗҫесшӗн мар. — Кирлӗ пулсан, вун иккӗ парӑр! Ответ пама эпӗ яланах хатӗр. Вӑл килӗшрӗ. Николай Антоныча Кораблев кӑмӑллӑ та лайӑх ҫын иккенне ытла калама та кирлӗ марччӗ пулӗ. Пӗр турткаланса тӑмасӑрах пӑхӑнма хатӗрскер, вӑл хайхи гражданкӑна, хӑйне кӑмӑла каякан тавара хӑвӑртрах суйласа илтӗр тесе, васкатма тытӑннӑ. Вӑйлӑ ҫумӑр. Палатка пекки тукаласа Нильса унта илсе кӗтӗмӗр, ӑна хамӑрӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫпе чӗркерӗмӗр. Авӑ ҫав сӑрт урлӑ каҫмалла та, унта хӗрес ларать, вара Липинцы пуҫланать. — Колоннӑра ҫӗршер-икҫӗршер карап пулать. Унӑн преосвященстви, таса кӑмӑллӑ кардинал, Флоренцие килсен, ун чухне вара эсир те, сирӗн комитетӑр та мана унран мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ мӑшкӑлласа кулма кансӗрлемелле мар. — Николай Антоныч, мана сӑмах парӑр-ха, — хирӗҫлерӗ Кораблев. — Унӑн та пурӑнас килет вӗт-ха!» Р. Р. S. Эсир тем тесен те, тем тесен те ҫитес шӑматкунхи каҫ пухура пулмалла. — Pierre Сапожников… Пӗлетӗр-и ӑна? Каҫӗ лӑпкӑ, хулара пӗр сасӑ та илтӗнмест: пурте ҫывӑраҫҫӗ. Чӗри ун пӑчӑртанса илнӗ, куҫӗсем ҫине куҫҫуль килнӗ, куҫ уҫса пӑхма та хӑранӑ вӑл, вырӑнӗ канӑҫ паман пек, текех ӑшталаннӑ. — Вӑт тӗлӗнтермӗш, — йӗрсе ярас патнех ҫитрӗ Женя. Кунта чӑнласах ҫапла ҫыхӑнса анмалла, анчах хӑш чухне вӑл та хӑрушлӑха сиреймест. Ҫапла пулин те, хӑйшӗн мӗн ҫӗнни тупӑнма пултарнине вӑл пурне те итлет, унӑн пӗрӗнчӗк куҫхаршийӗсем, шуранка питҫӑмартийӗсем вӑл ҫав тери тимлӗ пулнине палӑртаҫҫӗ. Ун умне ҫапӑҫусенче ирттернӗ икӗ ҫул — Кавказра, Белая юханшывӗ хӗрринчи вӑрмансенче, Майкоп леш енче, Новороссийск патӗнче, Тамань ишӗлчӗкӗсем хушшинче ирттернӗ икӗ ҫул тухса тӑчӗҫ. — Мана та, — палӑртрӗ ватӑ Том. Бат, Актеон, Остин ун сӑмахне ҫирӗплетрӗҫ. Е манран уйӑрӑлма йывӑр-и? Ҫуркунне пуҫламӑшӗнчех сайра пулакан ытла та ӑшӑ ҫанталӑк тӑрать. Вӑл ҫывӑрать пулас-ха, — терӗ кинемей, — эсир леш енчен ҫаврӑнса кӗрӗр, авӑ унӑн чӳречи. — Эпӗ ӑна ытла чаплах тесе шутламастӑп, — терӗ Пӑван лӑпкӑн, — сирӗн ҫирӗп те тӗрӗс шухӑшлакан ӑс пур, ку вара нумай хаклӑрах. Унтан мӗнпур куреньсем ушкӑнӑн каҫхи апат ҫиме ларчӗҫ, вара вӗсем кашниех килен-каянсене ӗмӗрех каласа кӑтартмалӑх тата пулас ӑрусене каласа хӑвармалӑх тунӑ чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Мана мӗн тӑвӗҫ-ши ӗнтӗ хама вӗлерес умӗн? Моссамедишпа Казонде хушшинчи ултҫӗр миля Уэлдон миссиса хӑратмарӗ. Ҫак хушша вӑл Кванзӑран Казондене килнӗ пек кансан, ҫул ытла йывӑрах пулма кирлӗ мар. Халӗ ӗнтӗ вӑл час-часах «ӗҫ ҫӳретмелле» теме пуҫларӗ. Вӑл каҫӑхса кайсах чуптуни манӑн чир хыҫҫӑн ҫирӗпленсе ҫитеймен пуҫа эрех пекех ӳсӗртсе ячӗ, эпӗ вара хама хам та тытайми пула пуҫларӑм. — Ҫухатман, — ӑнланаймарӗ Женя. Вӗсем, шывран тухса, пляжран сулахаярахри чӑнкӑ ҫырана улӑхрӗҫ. Кирек мӗн пултӑр! Хамӑрӑн пурӑнӑҫа, хамӑрӑн ӗҫе ҫӑмӑллатма тӑрӑшса эпир ӑна йывӑрлататпӑр, ӗҫе ӳстеретпӗр ҫеҫ. Ҫук, мӗнле пулсан та, халлӗхе ытла япӑхах пурӑнмасть-ха Ҫӑрттан мучи! Пӗр вунӑ е ҫирӗм миля кайса килме шутланӑ чухне, Техасри юланутсенчен кирек кам та мӗнле тумланать, ку юланут та ҫавӑн пек тумланнӑ пулнӑ. Ҫапах та Татаринов капитан манӑн тусчӗ-ҫке-ха, ун хӗрӗшӗн тесен эпӗ виҫӗ уйӑх хушши ыйтса пӗлмелли пӗр евӗр ҫырусем ҫырса тӑтӑм — пӗлтерсемӗр мана, эвакопункт, ҫапла-ҫапла историре паллӑ ҫын, ответ парасса кӗтетпӗр, теттӗмӗр. — Сывлӑшри Арми штабӗн кадрсен пайӗнчен васкавлӑ пакетпа килнӗ, тесе пӗлтерӗр, — терӗ лейтенант. Унӑн пӗчӗк йӑмӑкӗ сӑмахлӑ ҫапӑҫусене ҫакӑн пекех кӗтесрен пӑхса сӑнаса ларатчӗ; итленӗ чух унӑн ача пичӗ евӗрлӗ пичӗсем кулӑшла хӑпарса каятчӗҫ, куҫӗсем чарӑлатчӗҫ, уйрӑмах ҫирӗп сӑмахсем янранӑ чух — хӑй ҫине пӑрлӑ шывпа пӗрӗхнӗ пек шавлӑн сывласа илетчӗ. Эпӗ Позднышев. Иляска шап ҫеҫ тутарчӗ… — Эсӗ кунта-и? — ыйтрӗ вӑл. — Мӗн тума пуху пухмалла-ха? Яков вилсен тата ытларах пуйӑн, пӗтӗмпех сана хӑварать вӑл. Эпӗ унтан пӑрӑнса иртсе кайма тӑтӑм, вӑл хайхи, хаяр-тигр пек, хӳрине пӑтраткалать, мӑйракисемпе хӑмсаркалать. — Хӑвӑртрах утар эппин. Каҫхи апат ҫиме вӑхӑт ҫитнӗ. Симурден та хӑй пӑхса ӳстерекен ача ҫумне питӗ хытӑ иленнӗ. Джим ырӑ чунлӑ иккенне эпӗ тахҫанах пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл шӑпах ҫак сӑмахсене каласса та пӗлсех тӑтӑм; халӗ ӗнтӗ эпӗ тухтӑр чӗнме каятӑп тесе Тома пӗлтертӗм. — Ку ҫаплах ӗнтӗ, тӗрӗсех, — терӗ секретарь. — Ҫав экспедици ҫинченччӗ ҫав эпӗ вуланӑ статья. Ҫавӑнпа та мана ан ҫиленӗр, — терӗ юлашкинчен ман хуҫа, — ҫапӑҫусенче мӗн чухлӗ ҫын пӗтернине эсир хӑвӑр пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ пулӗ, унашкал япала нихҫан та пулма пултараймасть, тесе шутлатӑп». Вӗсем шухӑшланиех пулчӗ. — Мӗн эсир? Яланхи пекех, Яков ун патӗнчен лӑпланса тухса кайрӗ, анчах тата ҫичӗ кунтан, ирхине ирех, табельщик Елагин пӗчӗкҫеҫ, шатра питлӗ, чалӑш сӑмсаллӑ ҫын, ӑна паян тул ҫутӑлнӑ вӑхӑтра, пир-авӑр тӗртекенсем сӗрекепе пулӑ тытнӑ чух. — Эпӗ кун пек пулса тӑрасса пӗлнӗ, — терӗ амӑшӗ куҫҫуль витӗр. Эпӗ пӗччен ҫеҫ калаҫрӑм, Кораблев ҫӑвар уҫса та чӗнмерӗ-ха. Нимӗн те улшӑнман иккен, ҫинчен тата кунҫулӑмра пӗрремӗш хут пассажир шучӗпе вӗҫнӗшӗн чунӑм та хурланса ҫитрӗ. Хӑйне ҫапла тытнипе ҫак шавлӑ ушкӑнра Петр пушшех те палӑрми пулса тӑнӑ, вара амӑшӗ ҫак япшар та шавлӑ ушкӑнра ывӑлӗн тӗксӗм кӗлетки ҫухалнине чунӗ ыратнипе сӑнанӑ. Халӗ ӗнтӗ, шӑпах пӗрремӗш хут, Петр хӑйӗн яланхи вырӑнне хӑюллӑн та пит шухӑшламасӑрах ҫывхарчӗ… Вӑл ют ҫынсем пуррине те маннӑ тейӗн. Каччӑпа хӗр пӳлӗме кӗнӗ чухне тата гостинӑйра та ҫав тери шӑпчӗ, пӳлӗм пушах тесе шутлама та пулнӑ… Эпӗ аванах астӑватӑп ӑна. Сиплеме пултарнӑ, шӑл ыратнине чарнӑ, тимӗр тӑприпе пуҫ ҫавӑрнӑ, кама та пулин урнӑ йытӑ ҫыртсан е ҫӗлен сӑхсан вӗрнӗ-сурнӑ, пытарнӑ мул тӗлне кӑтартнӑ… пӗтӗмпех каласа та пӗтереймӗн. Шуҫӑм хӑпарнӑ чух хайне Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫине леҫме хушрӗ Соломон, йӑткӑҫне ҫул ҫине аякках хӑварчӗ те халь, акӑ, хӑйсен турачӗсенче ҫаплах каҫхи сывлӑм сулхӑнне пытарса тӑракан йывӑҫсен айӗнче, иҫӗм пахчин тӳпинче, ансаттӑн ӑсталанӑ хама сак ҫинче ларать пӗр-пӗчченех. Паганель те, яланах сӳтӗлме юратаканскер, чӗнмест. Ҫурҫӗр енче Смео кӳллин лӑпкӑ шывӗ куҫкӗски пек ҫуталса выртать, ун сийӗнче шыв кайӑкӗсем пӗлӗт пек ҫӗкленсе сӳреҫҫӗ. Э? — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, — терӗ вӑл хуллен. — Эсӗ килӗштерсех пурӑнатӑн-и? 10 ҫуллӑха, Татьянӑпа Ольга свидетельсенчен пуҫне, пурте ҫав хӑйсене йӑлӑхтарса ҫитернӗ Гришкӑна ярасшӑн. — Ку аташни ҫеҫ пулать, — тесе хучӗ пичче. Унта эпир (эпӗ ҫӗҫӗпе, турӑ лаша патак ҫумне ҫав тери аван вырнаҫтарса лартнӑ ҫивӗч вут чулӗпе) туя пысӑкӑш тата унтан шыҫмакрах юман турачӗсем нумай касрӑмӑр. Кимӗ сулӑнса кайрӗ, эпӗ аран тытӑнса юлтӑм; пирӗн хушӑра хаяр кӗрешӳ пуҫланчӗ. Хӗрарӑм ун ҫине пӑхса илчӗ, нимӗн те шарламарӗ. Ку Павела лӑплантарас шутпа пулчӗ, анчах Рита ҫавӑнтах ку хускану вырӑнсӑррине ӑнланса илчӗ. Юлташӗ каялла ҫаврӑнчӗ. — Вӑл «эпир ниҫта та кайманпа пӗрех», тет. Петрпа Никита ҫине вӑл темле ҫилленерех, тӑрӑхласарах пӑхма пуҫларӗ. Ҫапах та нимӗне тӑман япала ку. Хӑйӗн шухӑшӗсемпе ҫеҫ, тӑр пӗчченех тӑрса юлсан, Володя чӑн малтан хӑйӗн чунӗнче пӗр савӑнӑҫ та ҫуккине кура, вӑл йӑлтах йӗркерен тухса кайнине кура хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннине туйса илчӗ. Ҫав кун Тома — Полли мӑнаккӑшӗ кӑмӑлне пула — ҫав тери нумай чышкӑ лекрӗ. — Сухаллӑ ҫынна курмарӑн-и? Ҫуран ҫар офицерӗ вӑл. Ванокан Эпир распорка тунӑ пӗрене татӑкне ненецсем ӑҫтан тупса килнине, чӑннипе каласан, эпӗ паян кун та пӗлейместӗп. Юрамасть апла, Захар Иваныч, — хушса хучӗ вӑл: — вак-тӗвекле мар, шӑнкӑрт укҫан кӑларса хумалла вылянӑ эпир. Ырӑ кӑмӑллӑ пул, мана хӑвӑн таврашӑнта ҫирӗпленме, лайӑх пурнӑҫпа пурӑнма пулӑш. Старик ӑна тӗлӗнмелле тӳррӗн те ним хускалмасӑр ларса итлерӗ, унӑн куҫлӑхӗ витӗр амӑшӗ пӗчӗкҫеҫ тӗссӗр пӑнчӑсем курчӗ. Алӑкран сулахайра икӗ пӗчӗк ҫӳлӗк пур: пӗри — пирӗн, ачасен, тепри — Карл Иванычӑн, хӑйӗн. Ҫук, хам юратас килнӗ пек юратмастӑп эпӗ вӗсене. — Кӑштах куланая чакармӗ-и, е, барщинӑна куҫарса, урӑх ҫӗре лартмӗ-и, терӗм те… Ӑс-тӑн енчен ним чухлӗ те аталанман тискер ҫынсем, тискер кайӑксем евӗр, хӑйсен шӑтӑкӗсенчен ҫӗрле ҫеҫ тухаҫҫӗ. Сасартӑк пӗри сехре хӑпартмалла кӑшкӑрса та ячӗ: «Тытрӗҫ!» Анчах унта Огнянова мар иккен, Фратю господина тытнӑ, ӑна Нимфродора матушкӑ пӳлӗмӗнчи сак айӗнчен туртса кӑларнӑ, палласа илсенех кӑларса ячӗҫ. Эсӗ ҫӳлтен пиншер те пиншер ҫул пӑхакан ҫӑлтӑрсемпе, ҫыннӑн кӗске пурнӑҫне ним вырӑнне те хуман ӑнланмалла мар тӳпепе, тӗксӗмлӗхпе куҫа-куҫӑн пӗччен тӑрса юлса вӗсен пӗлтерӗшне ӑнланма тӑрӑшатӑн та, вӗсем санӑн чунна хӑйсен чӗмсӗрлӗхӗпе пусса тӑма тытӑнаҫҫӗ; хамӑртан кашнинех тупӑкра кӗтекен пӗчченлӗх ҫинчен шухӑшлатӑн, пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ сана ҫавна май ниҫта кайса кӗрейми хаяр та шелсӗррӗн туйӑнать… Япалисене хӑйсен лайӑх пӗлӗшӗсем патне хӑварнӑ пулнӑ, анчах лешсем Кустаная тухса кайнӑ: е пӗлӗшӗсем халӗ те калле таврӑнайман, е тахҫанах таврӑннӑ пирки ҫын япалисем ҫинчен те манса кайнӑ. Амӑшӗн чӗринче ӗмӗчӗ тулман пирки тунсӑх, анчах та Андрея курнӑ пирки савӑнӑҫ ҫуралчӗ. Ҫапла, хӑватлӑ турӑ пулӑшни вӗсене питӗ те кирлӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав тери пысӑк йывӑрлӑхра. Алексей пур вечерсене те хутшӑнчӗ, самаях лайӑх ташларӗ, пӗр ташша та ирттерсе ямарӗ, унӑн учительници халӗ Алексей умне ҫавӑн пек хытӑ условисем лартнӑшӑн пӗрре кӑна мар шеллерӗ. Пӗр шӑрчӑксем ҫеҫ, ҫиленнӗ пек, пӗр харӑс юрлаҫҫӗ, — ҫак чарӑнма пӗлмен, чуна ҫӳҫентерекен типӗ сасӑ йӑлӑхтарса ҫитерет. Кунта ман темле ӗҫ те пур, хурал тӑратӑп, хам ватлӑхра ӗҫӗ ҫитет манӑн… Ҫитет, ырӑ йӑмӑкӑм. Старик урам тӑваткалӗпе уксахла-уксакла хӑвӑрт кайрӗ, тепӗр сехетрен тин таврӑнчӗ вӑл. Ҫакӑнтан мӗн пулса кайнине кайран каласа парӑп. Луиза манӑн арӑм пултӑрччӗ тетӗп эпӗ. — Санӑн… — Ман упӑшка, — терӗ Елена тепӗр хут. Ӑна Бен Джойс ҫапса антарни курӑнсах тӑрать. Анчах мӗншӗн? Пите кӑтӑкласа, юр пӗрчисем ӳккелеҫҫӗ. Астӑватӑн пулӗ, ывӑлӑмӑн вил тӑпри ӑҫта пулать, ҫавӑнта куҫса кайма сӑмах панӑччӗ эпӗ, анчах тӳр килмерӗ. Ухмахла вӗрентсе каланисӗр те, пирӗншӗн тӑрӑшнисӗр те пурӑнӑпӑр-ха! — Уншӑн чечексем те, чулсем те — чунлӑ япаласем. Нижнеозернӑй комендантне, ҫамрӑк, лӑпкӑ та тӳлек ҫынна, эпӗ паллаттӑм. Пӗлетӗн-и, мӗне шеллетӗп эпӗ? — тутисемпе ман пит ҫумне сӗртӗнсе, пӑшӑлтатрӗ вӑл. Кам пире этем вырӑнне хурать? Анчах Европа Горевӑн ӑс-тӑнне татах тепӗр хут кӗрсе юлчӗ. Апла пулсан, эпӗ Петр Васильевичран ыйтса пӑхатӑп… Пӗтӗм ӗҫе пӗтерме пӗр май кӑна юлчӗ: икӗ туса кунӑҫтарса мирлештерме май тупмалла. Сильвер хӑйӗн шлепкине ҫӗр ҫине ывӑтса ячӗ, унӑн тарпа ҫутӑлса тӑракан шурӑхнӑ, шыҫӑнчӑк, пысӑк пит-куҫӗ хӑйӗнпе калаҫакан ҫын ҫине йӑлӑннӑ евӗрлех пӑхать. Мӗншӗн пирӗн хамӑрӑн мӗн туни ҫинчен пӗтӗмпех каласа памалла? Ромашов хулпуҫҫийӗсене аптӑранчӑклӑн хӗскелесе илчӗ. Ҫак тӗлӗнмелле йӑла пӗлтерӗшне пачах ӑнланмастӑп. Эпир ӑна ӑнланманччӗ-ха; анчах вӑл курокне пемелле туса лартса тар сапсан, нумайӑшӗ ирӗксӗрех кӑшкӑрса ячӗҫ те ӑна аллинчен ярса тытрӗҫ. Хамӑр юбилее эпир савӑнӑҫлӑ ирттертӗмӗр: типӗтнӗ хура ҫырларан шӳрпе пӗҫертӗмӗр, тутлӑ пултӑр тесе, тата икӗ банка консервӑланӑ сӗт ятӑмӑр. Вӑтанма кирлӗ мар: эпӗ сана темлине те курнӑ. Йытӑ Тихон патне пырса, самӑр пуҫне унӑн чӗркуҫҫийӗсем хушшине чиксе, темскер ӳлесе илчӗ. Ҫакӑ ӑна кирлӗ. Анчах вӑл чиркӳрен тухсан, карта патне ҫитнӗ чух, ӑна хӗрарӑмсен кӗтӗвӗ пур енчен те сырса илнӗ, ушкӑн кашни минутрах ӳссе-ӳссе пынӑ та Олеся тавра йышлӑран йышлӑ кӗпӗрленнӗ. Айлӑмсемпе ҫырмасенче тӗттӗмленчӗ, тӳремлӗхсемпе сӑртсенче ҫеҫ малтанхи пекех ҫутӑ. Эсӗ хӑвах каламарӑн-и ҫак паян, вӑл качча тӗлӗнмелле тухнӑ; ман шухӑшпа пуян старике качча тухасси — пӗрре те тӗлӗнтермӗш мар, пачах урӑхла, ырӑ шухӑшлӑ ӗҫ туни ҫех пулать. — Пур. Халӗ пирӗн кӗтсе тӑрса, вӗсен хыҫне юлма тӑрӑшмалла. Ну! — Аванччӗ ҫав, — килӗшрӗ унпа амӑшӗ. — Эпӗ вӗт ку, доктор. Унта каяс умӗн Володя ман пӳлӗме кӗчӗ те эпӗ епле тумланнине пӑхасшӑн пулчӗ. Ку вӑл манӑн юратнӑ ӗҫӗм, эпӗ унпа ҫав тери мухтанатӑп. Ише-ише виҫ уйӑх та иртсе пынӑ. Матроссем выҫӑпа аптраса виле пуҫланӑ. Хӗрсе ҫунакан вут умӗнче капитан Смоллетт выртать. Инҫетри кӗтесре ылттӑн укҫасен тата чӑмӑрккисен пысӑк купи тӗксӗмӗн йӑлтӑртатать. Кунта уйрӑмӑнах тимлӗн пӑхни кирлӗ, Голышев фронтра ӗнертенпе кӑна мар вӗт. Ҫапах та ирпе Огнянова конака чӗнтерчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Иван, — ҫук, сударь, шатра мар, сӑмсӑр та ҫук! тесе каласа хурасран шикленсе тӑчӗ. Чӑпӑрккана талӑкӗпех алран ямастӑп. Ку маншӑн пысӑк савӑнӑҫсенчен пӗри шутланать. — Ку — ӑҫта каять? Тӳпе хӑрах хӗрринчен ҫеҫ хӗрелсе килет. Вӑл та тӗттӗмленет ӗнтӗ. Чӑтлӑх вӑрман топографине вӑл лайӑх пӗлнӗрен, кӗске ҫул суйласа илнӗ. Ырӑ ҫыннӑм, председатель, этеме ҫав тӗлӗнтермӗшсӗр хӑвар-ха, вӑл акӑ ҫак пушӑ аври пек яп-яка та кичем тӑрса юлать. — Вӗрент! Пӑс кӑларса тӑракан йывӑр та катмар пӑрахутсем ҫухӑраҫҫӗ, чашкӑраҫҫӗ, ассӑн сывлаҫҫӗ, вӗсем кӑларакан кашни сасӑрах палубӑсем тӑрӑх шуса ҫӳрекен, тарӑн трюмсене хӑйсен чура ӗҫӗ панӑ ҫимӗҫсемпе тултаракан ҫынсен кӗл тӗслӗ, тусанлӑ кӗлеткийӗсенчен кулса мӑшкӑллани сисӗнет. Анчах Маркузе ҫурчӗн арӑслан пуҫӗсем туса лартнӑ хапхи умӗнче эпир шӑпах Петьӑпа тӗл пултӑмӑр, ӑна эпӗ ҫинчех палласа та илтӑм. — Мӗншӗн-ха этем чӗлхипе ыйтмасть вӑл? — Шашкӑсене сиктерӗпӗр-и? — хаваслӑн ыйтрӗ те вӑл, ҫавӑнтах тӗрлӗрен кулӑшла юптарусем калама тытӑнчӗ. — Мӗн тетӗн? Ӗҫлемелли ҫук тетӗн-и? Темскерле тӗпсӗр шӑтӑкран мӑкӑрланса тухат-и тен!» терӗ вӑл. Унӑн сӑн-питне ҫеҫ пӑсмалла: сӑмса шӑтӑкӗсене касса кӑлармалла, хӑлхисене касса татмалла, сыснанне татнӑ пек касмалла. Госпитальтен тухса боевой ӗҫсем патне таврӑнасси вӑл — ҫар ҫыннишӗн ялан пулакан, хӑнӑхнӑ ӗҫ. Алексей Мересьевшӑн кӑна ку ытла та пысӑк ыйту пулса тӑнӑ: куллен тренировка туса, вӑл, хӑйӗн урисем ҫук пулсан та, вӗҫме пултаракан пулӗ-ши, истребитель кабинине каллех кӗрсе ларӗ-ши? Ку ответа илтсен, Владимир хӑйне вӗлерме суд тунӑ ҫын пек хытса кайса, хӑй ҫӳҫне хӑй ҫатӑрласа илнӗ. Тимурпа Женя та куҫран ҫухалма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Анчах та эпӗр тӗрӗсрех пулар, вӗсен ӗҫӗсемпе пурӑнӑҫне ӑнланса илер, вара вӗсем ҫинчен, тен, нумай ҫемҫерех шухӑшлӑпӑр-и, тен. — Ӗҫ хитринче мар, пуҫ капташкинче, — терӗ вӑл ҫамкине лайӑххӑн шаклаттарса. Эпӗ ӑна астӑватӑп-ха, ача чухнех ҫавнашкал мӑнкӑмӑллӑскерччӗ тата ниҫта юрӑхсӑрскерччӗ, йӗмсӗр чупса ҫӳретчӗ, хӑйӗн нимӗнле талант пурри те палӑрмастчӗ, халӗ авӑ, ҫитӗнсе ҫитрӗ те, пӗр чӗнмесӗр пурӑнать. — Этем пурнӑҫӗ кӗске, анчах вӑхӑт вӗҫӗмсӗр, чӗрӗ тӗвӗ те вилӗмсӗр, — тенӗ кун хыҫҫӑн патша. — Мӗншӗн? Пӳртри асапа тӳсеймесӗр нумайӑшсем юриех урама чупса тухнӑ темелле, вӗсем ҫӳлтен мӗн те пулин ҫимелли ӳкмӗ-и тесе шутланӑ пулас. Юлашки улттӑмӗш вагонӗ темӗнле ҫӑлӑнса юлнӑ, вӑл пӗтмелли вырӑнтах ҫур фут аяккарах кӑна тӑрать. — Ҫук, — терӗ Гаррис. — Ун пек ӗҫе тытӑнсан, вӗҫне ҫитичченех тумалла, ҫурма ҫула ҫитнипе чарӑнма юрамасть. Анчах пике ун умне чӗркуҫленсе ларнӑ та хӗрлӗхне хӗрхенме кирли пирки куҫҫуль тӑксах тархаслама тапратнӑ, хураха хӑйпе мӗн пулса иртнине, ют хулана мӗншӗн кайнине пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ. — Мӗн кирлине калама ыйтатӑп! — терӗ председатель уҫӑмлӑн та хыттӑн. Корчагин ӑна укҫа тӳлерӗ те, старик кайрӗ. Хӑйӗн пайне ташласа пӗтерсен, вӑл анасланӑ та ларнӑ. Тепӗр кунне эпӗ вӑйлах вӗрилентӗм те, пирӗн ырӑ, ватӑ Иван Васильич килчӗ, вӑл ку таранчченех пирӗн патӑмӑрта пурӑнать тата мана часах сыватса ҫитеретӗп тесе шантарать. Акӑ сире укҫи, акӑ тата савӑчӗ. — Темиҫен иксӗмӗре хӗнӗҫ-и? — мӑн кӑмӑллӑн ыйтрӗ Гейка. Приказчик, тавар илекен хӗрарӑм умне чӗркуҫленсе ларса, пӳрнисене темле тӗлӗнмелле чарса пӑрахса, пушмак тӑхӑнтарса хӑтланать. Джонни малтан турилкке ҫине, унтан амӑшӗ ҫине пӑхса илнӗ. Аэлита каласа пӗтереймерӗ; Тускубӑн пичӗ чапрасланчӗ, — ун тӑрӑх тилӗрӳ вучӗ чупса иртрӗ тейӗн. Тӗкӗр сӳнчӗ. Анчах Аэлита тӗкӗрӗн тӗтреллӗ сийне тӗсеме чарӑнмасть-ха, ашшӗн уншӑн хӑрушӑ, пурӑнакансемшӗн пуриншӗн те хӑрушӑ сӑнне умӗнчен сирсе яраймасть. Ерофей Кузьмич инкек иртсе кайнине ӑнланса илчӗ те, самаях хӗпӗртесе, Квейса хӑй патне чӗнчӗ. — Господин комендант, пӳрте кӗрӗр! Ҫӑкӑр-тӑвар лартам пӗртак. Ха-ха! Хӑюланнӑ хӗр енчен енне пӑхкаласа илчӗ. Юрать-ха, залра Кирияк Стефчов ҫук, ҫак ӑна савӑнтарчӗ, ӑна вӑй кӗрсе кайнӑ пек те пулчӗ. Митри Иваныч ывӑлӗ пулас… кӑна ан хӑвар, лайӑх компани… Ҫӳп-ҫап купи ҫине мӑн эрешмен сиксе тухрӗ те стенан ишӗлсе хӑйпӑннӑ хӗррипе чупать. Америкӑри пӗр-пӗр порта — акӑ ӑҫта илсе каймалла сан карапа! Вӑл питӗ чаплӑ каларӗ, унӑн тон тенӗ япала питӗ те ҫителӗклӗччӗ. Ҫак самантра кӗтӳ вӑрӑм чӑсӑлса пыракан колонна ҫуммипе иртнӗ те урасен сассисем аяккалла кайса ҫухалнӑ. Ӑнланатӑн-и эсӗ? Кирила Петрович урапи ҫинчен анман. Ку ответа илтнӗ хыҫҫӑн унӑн пичӗ-куҫӗ кӗрхи ҫӗр пек тӗттӗмленчӗ. Вӑл, йӗрӗннӗн «Йӗлсе илчӗ те, дворня ҫине хаяррӑн пӑхрӗ, унтан лашине ерипен уттарса, килкарти ҫуммипе ҫаврӑнса кайрӗ. «Ӑҫта-ха вӑл? А, акӑ… — Арестант эпӗ, — терӗ Говэн. Ҫапла пулнӑ икӗ помещик хушшинчи ӗҫсем Береставӑн ывӑлӗ яла ун патне тавӑрӑннӑ вӑхӑтра. «Тинӗс хӗрхенӗ мана, — тет вӑл. Вӑл эрехе ытлашши нумай ӗҫнӗ те, ҫавӑнпа та унчченхи пек мар ҫӗкленсе калаҫать. — Тӑватӑ ҫулта. Темех тумалли ҫук-ха. Акӑ мазурка пӗтрӗ, эпир уйрӑлтӑмӑр — тепре курнӑҫиччен. Ача час-часах вӑрӑммӑн сывланӑ, хӑй ҫиме пӑрахса вӑл старик ҫине пулӑшу ыйтнӑ евӗр пӑхнӑ, пулӑшу кӗтсе илеймесӗр вӑл тепӗр хут ҫыпӑҫтарма тытӑннӑ. — Аманман пулсан, эпӗ хамӑн фронтпа пӗрле Берлинах ҫитнӗ пулӑттӑм. Магеллан вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ҫынсем ҫак чаплӑ ӗҫ хыҫҫӑн акӑш-макӑш тӗлӗннине эпир ӑнланма та пултараймастпӑр. Ирӗклӗхе туйни тата теме кӗтнин ҫурхи туйӑмӗ, — эпӗ ун ҫинчен каланӑччӗ ӗнтӗ, — мана вӑйлӑ хумхантарчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хама хам алла илеймерӗм, экзамена питӗ япӑх хатӗрлентӗм. Яков самӑрланнӑ, ҫынсенчен аякра тӑрса, хӑйне мӑнаҫлӑн тытнӑ, сахал калаҫнӑ, анчах та лайӑх калаҫнӑ пулмалла: унӑн сӑмахӗсем Мирона та, Горицветова та пӗрешкелех тарӑхтарнӑ. Унта пурӑнакансем вырӑн ҫинчен тӑриччен вӑл гасиендӑран тухса каять те вӗсем каллех ҫывӑрма выртсан каялла тавӑрӑнать. Асапланса пӗтнӗ ҫын ӗнтӗ урӑх ним те курмарӗ. Пуринчен те ытларах Оленина ҫакӑ тарӑхтарчӗ: вӑл ҫав кивӗ тӗнчерен килнӗ ҫак ҫынна хӑй ҫумӗнчен тӗртсе яма хал ҫитереймерӗ, ҫав кивӗ тӗнчен ӑна хӑй аллинчен вӗҫертмелле мар тивӗҫ, никам аркатайми ирӗк пур, тейӗн ҫав. Ватнӑ тӗкӗр чанкӑртатнине, тӳнтерсе янӑ сӗтел ҫинчен ӳкнӗ сӑмаварпа чашӑк-тирӗк чӑнкӑртатнине илтсе, ҫынсем чупса пычӗҫ; вӗсем нумаййӑн пулман, анчах кашниех икке уйрӑлса сапаланса кайрӗҫ; хӑрах куҫлӑ карчӑк пӗр минутрах урайӗнчен сӑмавар илме пӗшкӗнчӗ те тӳп-тӳрӗ тӳрленсе тӑчӗ. Ҫак ҫын хӑйне персе вӗлерме хӑех команда панине тӳссе тӑма хал пулман. Тавтапуҫ сана, туррӑмӑр! Отец Герасим работникӗ халь ҫеҫ унтан килчӗ. Анчах Андрий ун пек ҫын мар, вӑл чӗрӗлле тыткӑна парӑнас ҫук. Тепӗр чух ӗненмелле те мар, сасартӑк ҫав статски советник пулса хула тӑрӑх ҫӳресе мӗнпур хулана пӑхӑнтарнӑ сӑмса хӑйӗн вырӑнне, Ковалев майорӑн икӗ питҫӑмарти хушшине ним пулман пекех вырнаҫса ларнӑ. Шпильгаген та хаваслантармастчӗ, анчах Ауэрбах калавӗсем пит те кӑмӑла карӗҫ. Люба хӑй тӗсмӗртнипе курнӑ тетӗшӗн сӑнӗ ашшӗне те, Смолина та хупласа илнӗ, вара вӑл хӑйӗн ӑшӗнче Тараса курмасӑр качча тухмасса сӑмах татнӑ. Унчен те пулман, ашшӗ ӑна сасартӑк кӑшкӑрса илнӗ: — Эй, Любавка! Вӑл аяк пӗрчи ҫине ӳкрӗ, майӗпен ӳпне ҫаврӑнчӗ те, вара текех хускалмарӗ. Нимӗҫсем хут ҫине алӑ пусса е сӑмахпа капитуляци туни мар, эпир ҫӗнтерни ҫавӑн пек пӑлхатать тата савӑнтарать халӑха. — Учитель! — хавасланса сӑмах хушрӗ пӗр йӗкӗт. Унтан ашшӗ еннелле ҫаврӑнса пӑхса, хӑвӑрттӑн калаҫма пуҫланӑ: — Ав пӗр хулана Макҫӑм ятлӑ хурах пынӑ та, пӗр пуян патӗнчен вуникӗ пичӗке укҫа тиенӗ… кӗмӗл те тем чул; чиркӗве те ҫаратса тухнӑ вӑл… унтан вӑл пӗр ҫынна хӗҫпе касса пӑрахнӑ та чиркӳ тӑрринчен ывӑтнӑ… вӑл ҫынни вара чана танлаттарма тытӑннӑ… Музыкантсем, вальс! Вӗчче хывнӑ Голос вара графиньӑн Драко ятлӑ тӳрӗ тарҫине вӗлерет, графиньӑна тӗрмене хупать, графа ҫав хушӑра, сан арӑму Дракопа пурӑнать тесе, элеклӗ ҫыру ярать. Вӑл ун умӗнче вӑтанмасӑрах хӑйӗн ачипе аппаланнӑ. Пӗррехинче, хӑйӗн сасартӑках пуҫӗ ҫавӑрӑна пуҫласан, ун аллинчен пӗр кашӑк эмел те йышӑннӑ. Хартлатса, вӗткеленсе ҫаврӑнкалакан сыснана вӑл, аллисемпе шӑртӗнчен ҫатӑртаттарса тытса, ҫара урисемпе хӗстерсе хыттӑн тӑкӑрлать те:— Ноо, яра пар! Чикӗре поляксем пирӗн чикӗ хӗррин та районсене террорлама пултаракан пысӑк банда яни сисӗнет. Халӑх пӑсӑласран вӗсен сӑнаса тӑмалла, вӑл — вӗсен таварӗ, эпир санпа иксӗмӗр — илекенсем. «Тен, ман пирки ку?» именчӗклӗн шухӑшларӗ Ромашов. — Сисетӗп эпӗ, паян пирӗн, пӗрремӗш номерлӗ форма тӑрӑх, пурне те чӗнмелли сигнал пулма тивӗҫ. Анчах вӑл тырра валеҫсе парас килмест. Петруҫ, паллах, малта пырать, анчах ку ӑмӑртса вӗренме кансӗрлемерӗ. Тен, Николаев ҫилленет мана? Лагерьти ачасем пур те ун патне пухӑнса хӑйсемпе пӗрле выляма ыйтаҫҫӗ. Хуҫалӑх ӗҫне тиркемерӗ вӑл: агрономи енӗпе ӗҫлесси ҫинчен те кӑмӑллӑнах ӗмӗтленнӗ, анчах, ҫак вӑхӑтрах, унӑн пуҫне урӑх шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. — Ҫук, эпӗ славянофил мар, ҫапах та… — Ҫук, ҫук, ҫук! Эсир славянофил. Эсир Домострой йӗркипе пыраканскерсем. Сирӗн аллӑра чӑпӑркка парасчӗ! Унӑн тавра тӑракан придворнӑйсем Марья Ивановнӑна хисеплӗн ҫул панӑ. Уйах тухман-ха, икӗ ҫӑлтӑр кӑна, тинӗс ҫинчи икӗ маяк пек, тӗксӗм кӑвак тӳпере йӑлтӑртатать, йывӑр хумсем, пер тикӗссӗн те сулӑмлӑн кӗрлесе, пӗрин хыҫҫӑн тепри хутланса килеҫҫӗ те ҫыран хӗрринчи тӑлӑх кимме кӑштах ҫӗклентерсе иртеҫҫӗ. Пӗрремӗш министр ҫывӑхӗнчи этемсем хушшинче министр евӗрлӗ ҫынсемех вӗренсе ҫитӗнеҫҫӗ. Булгакова чалӑшрах ларакан Стружков тутисене хускатса малтан картӑ ҫине, унтан Булгаков ҫине пӑхрӗ те пырӗ тӗпне капланса ларнӑ сӑмахне вӑйпа хӗстерсе кӑларчӗ: — Эпӗ… Ун ҫийӗ эпир хура тӗтре витӗр мӗн бензин ҫитнӗ таран вӗҫрӗмӗр, енчен пирӗн телее пула, ҫил ҫӗкленмен пулсан, тӗтрере ҫав пӗр пӗчӗк ҫутӑ шӑтӑк уҫман пулсан манӑн ҫак кӗнекене ҫырса пӗтересси те пулас ҫукчӗ. Малалла кала, ху мӗн курни-илтнине пурне те каласа пар. Чи йывӑр вӑхӑт иртнӗ пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ: халӗ сирӗн сӑн-питӗр те улшӑннӑ, ун чухне вилнӗ ҫын пекехчӗ. — Эсир ҫуттине-и? — ыйтрӗ Шульгович. Унтан сасартӑк Комиссар, пуҫне Степан Иванович еннелле ҫавӑрса, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле калаҫма пуҫларӗ: — Ялта халь ӗнтрӗк хыпнӑ ӗнтӗ, ҫав тери лӑпкӑ, шӑп. Юрӑ сӑмахӗсене лайӑхах астӑваймасть вӑл. Ку — ман хреснах, Игнат Гордеевӑн ывӑлӗ Фома. Унтан калаҫу сисмесӗрех фронтри ӗҫсем ҫине куҫрӗ: хальхи вӑхӑтра дивизире, ротӑра мӗн тунине тавҫӑрса илме тӑрӑшрӗҫ, хӗлле тунӑ землянкӑсем «макӑрмаҫҫӗ-ши», укрепленисем «йӑтӑнса анмаҫҫӗ-ши» терӗҫ, тата Хӗвеланӑҫӗнче асфальт тӑрӑх утма хӑнӑхнӑ нимӗҫсем ҫуркунне кунта хӑйсене мӗнле туйни ҫинчен калаҫрӗҫ. Ӗнтӗ манӑн мӗн тумалла-ши, тесе шухӑшласа илнӗ хушӑра, ҫунат чи ҫӳле хӑпарса ҫитрӗ те чӑнках тӑчӗ, эпӗ ун ҫинче пуҫ-хӗрлӗ ҫакӑнса тӑратӑп. Египетран — ҫав тери чаплӑ эрешленӗ урапасем, Месопотамирен — чӗрӗ тигрсемпе арӑслансем, ҫавӑн пекех тискер кайӑк тирӗсем, Кувӑран — юр пек шурӑ лашасем; Анчах вӑл капла ҫаратса кайнӑ ҫын пек курӑннӑ, тарӑхтарман, ӑна темле хӗрхенес килнӗ пек те туйӑннӑ; Артамонов вара Серафим патне кайнӑ. Ун гостиницин хапхисем умӗнче тӑватӑ лаша кӳлнӗ карета тӑрать. Вӑл, ҫырӑва мана тыттарса хӑварчӗ те, пӑрӑнса кайрӗ. Малта икӗ офицер маузерӗсене аллисенче тытса пыраҫҫӗ. Шоссе варрипе ҫийне украинсен кӑвак сӑхманӗ, пуҫне лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ гетман старшини, нимӗҫ тӑлмачӗ пырать. — Капитана машинӑсен пайне! — илтӗнчӗ механикӑн сасси. Ҫӑмӑл ура сассисем тата тусӗ ҫемҫен те хӗрӳллӗн ыталаса илни унӑн ыйхине сирсе ячӗ. — Лаша кӳлес-и? Манӑн куҫӑмсем тинӗс ҫинелле ҫав тери хӑраса пӑхаҫҫӗ, шыв тӗпӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗсенче пурӑнакан пысӑк тискер чӗрчун часах шывран ҫиеле тухӗ тесе шикленсе тӑратӑп. — Мӗншӗнне халь пӗлме кирлех мар. Вӗсем ҫывӑх пулман-ха, анчах ҫывӑхланма пултарассине иккӗшӗ те сиснӗ, ҫакӑнтан вӗсем хӑранӑ та, ӑна канӑҫсӑррӑн кӗтнӗ те. — Паллах, — терӗ Швабрин, — харсӑрлӑхӑршӑн эсир ман умра хӑвӑр юнӑрпа ответ тытатӑр. Унта Туфольд бухтине ҫитиччен ҫул ҫинче мӗн кирлисене тупма пулать, кунсӑр пуҫне кунтан та ытларах «Дункана» Мельбурнран тухасси ҫинчен вӑл хуларан телеграфпа пӗлтерме май пулать. Сирӗн карап пит меллӗ вырӑнта арканнӑ тесе те калӑттӑм эпӗ. Паллах, ку япалашӑн савӑнма юрать пулсан… — Пире кунта, Гаррис мистер, ӑнсӑртлӑх мар, турри хӑй илсе килчӗ пуль… Вӑн хлыстсен вӗрентекенӗ Данила пулнӑ, вӑл ӗнтӗ ни кивӗ кӗнекесем, ни ҫӗннисем те кирлӗ мар тесе шухӑшлама тапратнӑ та, вӗсене чӑпта ӑшне пуҫтарса, шыва яра панӑ! Иван Никифорович хӑй, тата хайхи ватӑ кинемей, шалпар та тем тӑршшӗ сюртук тӑхӑннӑ ача — пурте вӗсем, кӳсексем йӑтса, Агафия Федосеевна хыҫҫӑн унӑн ҫурт-йӗрне ватса тустарма килессӗн туйӑнчӗ ӑна. Тум-тирӗсенче документсем ҫук. Вара, каялла ҫаврӑнса, майӗпен пусма еннелле кӑштӑртатрӗ, утнӑ май хӑйпе хӑй калаҫать вӑл: «Вӗлерсен те астумастӑп, хӑҫан тунӑ эп ку ӗҫе! Пӗтӗм уй тӑрӑх — ӑшӑх окопсен брустверӗсемпе танксем таврашӗнче те, вӑрман хӗрринче те, — красноармеецсемпе нимӗҫ салтакӗсен виллисем йӑванса выртнӑ. Каллех Комкова чӗнчӗҫ. Вӗсем пур — пурин ҫинчен те калаҫаҫҫӗ… кашнийӗн хӑйӗн сӑмахӗ пур. Ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче паян ман кӑкӑр ҫинче ярпайса исленекен стакть ҫыххиччӗ. Сана каларӑм ӗнтӗ, сансӑр пуҫне тӗнчере манӑн урӑх никам та ҫук тесе. — Сивӗ Амӑшӗ — хаяр турӑ. Ӑна леҫес пулать. Анчах Тельмарш ӑна мӗн каламаллине чӑнах та пӗлмен. Унӑн куҫӗсем час-часах манӑн пит ҫинче чарӑнса тӑрса ҫав тери тинкерсе пӑхатчӗҫ, эпӗ ҫав тӗплӗ шухӑшлӑ ҫын хӑй пуҫӗнче мана хакласа ларнине туяттӑм та, темӗншӗн унтан хӑраттӑм. Вара ҫак общество, шалти халсӑрлӑхӑн ылханӗпе ылханлӑскер, хӑй пӗтес умӗн манӑн кӗнекене, мускус хыпнӑ пек, йышӑнса илӗ. — Гешан, эсир тӗрӗс калатӑр. — Маттур! Летчик-и? Маттур! Вӑл мана хулпуҫҫинчен ҫупӑрласа столовӑйне илсе кайрӗ. — Ну, апла кунта юл та дипломата кӑтартса пар; эпир таврӑнсан, вӑл пире каласа парӗ. Санин пырса кӗнӗ чухне Джеммӑпа Леноре фрау кондитерскинче пулчӗҫ. Халь вара сасартӑк… — Вӑл сӑмахне каласа пӗтермесӗрех пуҫне усрӗ. «Курская дуга» тенӗ ҫӗрти ҫапӑҫу сарӑлса, хӗрӳлленсе пычӗ. Унӑн ӑна хӑйӗн те ҫав тери тӗлӗнмелле, нихҫан пулман ӗҫӗнче епле пулсан та пулӑшас килчӗ. Врачсен калаҫӑвӗнче халӗ ӗнтӗ час та часах «ампутаци» текен хӑрушла сӑмах илтӗннӗ. Ан кансӗрле! Унӑн питҫаврашкисем ҫине кӑшт ҫутӑ-хӗрлӗ сӑн персе тухнӑ, вара вӑл хӑйӗн ӑшӗнче именчӗклӗ савӑнӑҫпа:— Тавтапуҫ турра!.. — тесе янӑ. — Швабрин сана тӗрӗссине каларӗ, — терӗм эпӗ ҫирӗппӗн. — Ман ӗҫ кунӗсем мар вӗсем! — пат татса каларӗ Давыдов. Халӗ ӗнтӗ иртсе ҫӳрен ӳсӗр матроссем те ун ҫумне ҫулӑхмарӗҫ. Вырӑс мужикӗ — тахҫан ӗлӗк ун ҫинчен Ратклифф госпожа ҫав тери нумай ӑнлантарса панӑ паллама ҫук ҫын вӑл. Ҫавӑнпа та суд ҫапла шутлать: ҫав имение, … ятпа, ҫӗрпе тата улӑхпа-ҫарансемпе, ку вӑхӑта мӗнле тӑнӑ халлӗнех, ӑна илни ҫинчен пӗлтерекен хут тӑрӑх генерал-аншеф Троекуров ҫумне ҫирӗплетме, гварди поручикне Дубровские ӳлӗмрен ҫав имение тытса тӑрассинчен хӑтарма кирлине пӗлтерсе, халал тивӗҫӗпе ывӑлне куҫмалла пулнӑ имение Дубровскирен господин Троекурова илсе пама … земски суда хушас. Каллех музыка кӗрлесе кайрӗ. — Суккӑ-ӑр? — терӗ хӗрача тӑсараххӑн, унӑн сасси чӗтренсе кайрӗ; шӑппӑн та хурлӑн каланӑ ҫак сӑмах унӑн ачалла мар пысӑк туйӑмлӑ чӗрине сывалми ыраттарчӗ тейӗн. Вӑл Воропаева аллинчен тытрӗ те, ӑна хӑй ҫумне пӑчӑртаса, куҫӗсенчен сӑнаса пӑхрӗ. — Пирӗннисенчен пуринчен те салам… Ҫак ҫул — вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллельпе пыракан питех те тӳрӗ ҫул пулнӑ. Разметнов, хӑйне хирӗҫ хуравласса кӗтсе, Нагульнов ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн пур мужиксем те, пуҫӗсене ҫӑмӑр пӗлӗчӗсем еннелле ҫӗклесе, аллисене сарлакан хӑлаҫлантарса, кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес паллисем хывнӑ. Лавкаҫӑ ҫавӑнтах: — Унӑн мунчине кӗрсе пӑхас пулать! — терӗ. Калас пулать, кӗркуннерен пуҫласа паллӑ пианист патӗнче вӗренме тытӑнтӑр тесе, Петра кӑҫал ҫуллах Киева ӑсатма шутларӗҫ. — Кам вӑл? — ыйтрӗ Базаров, вӗсенчен иртсе кайса. Нагульнов, ҫирӗп Нагульнов, Ҫӑрттан мучине мӗнпе те пулин илӗртсе, пухӑннисене усӑсӑр тытса чарас мар тесе, куҫкӗретех парӑнма пуҫларӗ, анчах вӑл кӗтмен ҫӗртен ҫӗнтерӳ турӗ — Ҫӑрттан мучи нӑшлатса илчӗ, шывланнӑ куҫне ҫаннипе шӑлчӗ, куҫҫульне чӑнласах юхтарса, сӑмах пуҫларӗ: — Маншӑн ӑҫта ҫывӑрсан та пурпӗрех: хуть сан патӑнта, хуть ӑйӑрсемпе юнашар, анчах паян киле кайма юрамасть мана, мӗншӗн тесен, карчӑк мана тӗрӗк вӑрҫинчи пекех пӑскӑртма хатӗрленет, эпӗ хам алӑк урапи умӗнчех урасене тӑсса выртма пултаратӑп, ним те мар пултаратӑп! Каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хуҫлатмалли койка ҫине канлӗн вырнаҫса выртсан, профессор пире ак мӗн каласа пачӗ: — Ҫӗр ҫинчен пӑхсан, Уйӑха эпир ялан пӗр енчен куратпӑр. Сахал пулсан, татах кӳрсе парӑп. — Мӗне пӗлтерет ку? — тесе шухӑшланӑ вӑл нимне те пӗлеймесӗр. — Мӗнле вара эсӗ ҫапла калаҫатӑн: «колхоз председателӗ юлташ…», текелетӗн, — йӑл кулчӗ Давыдов. Ҫав хура шӑтӑкран кӗмелле те ӗнтӗ вӗсен. Мӗншӗн эсӗ мана нимӗн те пӗлтермерӗн-ха? Халӗ ҫакна манӑн тумалла пулать, факт! — вара, хӑй чӑнах та унӑн ашшӗ пулнӑ пек, аллине ачан ӑшӑ, кӑтра ҫӳҫлӗ пуҫӗ ҫине хучӗ. Пӗрре вӑл шӑп, ним шарламасӑр выртнӑ, тепре аташса, пӗрмай ҫаврӑнкаласа выртнӑ. — Пар-ха, эпӗ тепӗр стакан ӗҫсе парам! — терӗ вӑл, сӗтел патнерех ларса. Эпир юлашкине суйласа илтӗмӗр. Анчах та эпӗ ӑна лӑплантарма тӑрӑшрӑм, ӑшӑ сӑмахсем каласа хам ӑна хисепленине ӗнентересшӗн пултӑм, тепӗр чух атта начар тасатнӑшӑн пӗрре те ҫилленместӗп, терӗм. Халлӗхе ку сирӗншӗн ӑнланмалла мар ӗҫ, кайран, вӑхӑт ҫитсен ӑнланатӑр акӑ. Кабинӑран каллех никам та тухмарӗ. — Сана мӗн вара? — Вӑл сирӗн ӗҫ мар. Июнӗн пӗрремӗшӗнче, хӗвел анас умӗн пӗр сехет маларах, Джерсей утравӗнчи уйрӑм ларакан пӗр пӗчӗк бухтӑра темӗнле корвет тинӗсе тухма хатӗрленнӗ. А, Стёпа? Мӗн, эсӗ ҫывӑрса кайман пуль-ҫке? Статуя хыҫӗнче аякра циркӑн капмар ишӗлчӗкӗсем, акведукӑн ишӗлсе аннӑ арккисен сивлек ӗлкисем курӑнаҫҫӗ. Ӑна тӗлӗкре темӗн те курӑннӑ: акӑ вӑл венчете кайма тухнӑ, ҫуна ҫине ларас тесе тӑрать, анчах шӑп ҫав вӑхӑтра унӑн ашшӗ ӑна тытса чарать, юр тӑрӑх хӑвӑрттӑн сӗтӗрсе пырса, тӗттӗм тӗпсӗр шӑтӑка пӑрахать… Кунта акӑ пӗр ҫын ҫеҫ тупӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл чухӑн, тӑлӑх ача. Вӑл эпӗ юри тунине куратчӗ, анчах та ман ҫине тӳрӗ, хавассӑн та ним пулман пекех пӑхатчӗ. Поднебеско патӗнчен каллех Огарновсем патне, тӗрӗссипе каласан, Огарновӑн халӗ те ҫӳҫне тата хӑйне тирпейлемен арӑмӗ патне кайрӗ. Кунтан чӳрече витӗр тухса кайӑпӑр, чӳрече хуппине хупса хӑварӑпӑр. Ҫавӑнпа, «Пилигрим» килни ҫинчен пӗлсен, Уэлдон миссис Халл капитанран хӑйне, Джека, Бенедикт пиччӗшпе, Нэна, Уэлдон миссиса хӑйне пӑхса ӳстернӗ ватӑ негр-карчӑка, Сан-Фарнцискӑна илсе ҫитерме ыйтрӗ. Том Сойер та ҫаплах калать. — Шӑнтать-и сана? — Анчах та унӑн пӗр ура лаппи ҫеҫ пулман. — Вӑл пире ҫавӑрса илмӗ. Калӑр-ха, пире пурне те кӑлараҫҫӗ-и? — Ӑна тумашкӑн сире питӗ йывӑр пулать. Вӑл ӑна питӗ юратать-ҫке-ха, ҫавӑншӑнах театрти сӗрме купӑсҫӑна тара тытатчӗ. Пуҫӗ ҫурӑлса тухать. Инкек пуласса сиснӗ пекех, вӑл Алексее тем пулсан та яланах санпа пӗрле пулатӑп, манӑн пӗтӗм пурнӑҫӑм — санта, сан ҫинчен кашни пушӑ минутрах шухӑшлатӑп, ҫав шухӑшсем ҫех мана вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи пурнӑҫӑн йывӑрлӑхӗсене, заводри чӑлӑм куҫ хупмасӑр иртен каҫсене, пушӑ кунсемпе каҫсенче окопсемпе противотанковӑй канавсем алтнине тата — мӗн пытарса тӑмалли пур ӗнтӗ! — ҫурри выҫӑ пурӑннине те тӳссе ирттерме пулӑшаҫҫӗ, тесе ҫырнӑ. Тӗлӗнмелле, эпӗ comme il faut пулма пачах пултарайман пулсан та, ку ӑнланупа ҫав тери туслашса ҫитнӗччӗ. — Захарка Морозов. Мересьевпа Петров тулта, уҫӑ сывлӑшра, плащ-палаткӑсем сарса выртма шут турӗҫ. Эпӗ кунта ӗҫ мӗнлине пӗлеттӗм, мӗншӗн тесен капитан мана хӑй камран хӑранине каласа кӑтартрӗ. Эсир Вильямса пӗлетӗр, пулас? Халь эпӗ те хам сӑмахӑма калам-ха. Америка ҫынни Стэнли те ҫакӑн пек ҫулах тухасран шикленеҫҫӗ. Анчах та ку совхозра вара тӗм-хура тилӗ, пӗр шурӑ пӑнчӑсӑр-мӗнсӗр тилӗ ӗрчетесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ха-ха! Ӑна турттарма, кунне икшер хут хутласан та, пилӗк пин лавӑн сахалтан пӗр уйӑх хушши ӗҫлемелле. Аскӑн ҫынна ҫамрӑк хӗрарӑм ҫине вӑл мӗнле пӑхса илнинченех, хӗрарӑма вӑл куҫпа епле пӑхса ҫаврӑннинченех пӗлме пулать. — Ну, сикрӗмӗр-и? Халь ирхине, сакӑр сехет; эппин, кӑнтӑрлаччен «Пилигрим» ҫыран хӗрне ҫитет. — Ырӑ пул ӗнтӗ, — тесе тархаслама тытӑнтӑм эпӗ, — эпӗ… — Кама кирлӗ-ши эпӗ тӳрре тухма тӑрӑшни, ӑна пӗлместӗп эпӗ, — пӳлтӗм ӑна салхуллӑн. Нагульнов хӑйне ҫапла тыткаланипе ним тума аптранӑ Давыдов ун патне пырса тӑчӗ. Халь чипер юл! Пачах урӑхласкер, сире шантарсах калатӑп. Бернуили сӑмсахӗсенчен Викторин чиккисене ҫитиччен мӗн пурӗ те утмӑл икӗ миль кӑна пулать. — Устенька пӗчченҫи ӗҫлет, тертленет. Тата пур пушарсем те ҫынран пулмаҫҫӗ; вӑрмансене — ҫиҫӗм тивертсе ярать. Час-часах тискерленсе кайса вырӑнӗнчен тӑрать те, хӑлаҫланкаласа, темскер ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнать, ҫав япалана ярса тытасшӑн тейӗн; тути хускалать, пӗр-пӗр тахҫан маннӑ сӑмаха каласшӑн-и тен вӑл — анчах ҫавӑнтах хускалми пулать… Сунара эпӗ пӗчченех тухса кайрӑм, каҫ пулас умӗн Хорь патне ҫавӑрӑнса тухрӑм. Ротӑри ҫӗвӗҫ хӑйӗн мӑка хаччипе вӗсен ҫивӗчӗсене каса-каса ячӗ. Чернявкин кулса ячӗ. Ҫамрӑк козаксем хурлӑхлӑн, ашшӗнчен хӑраса куҫҫуль кӑлармасӑр пычӗҫ. Ахальтен мар мана атте: эпир санпа, ачам, ӗҫсӗр ырӑ курса пурӑнма вӗреннӗ ҫынсем мар, аристократсем мар, пурнӑҫпа ҫутҫанталӑк иртӗхтерсе янӑ ҫынсем мар, эпир наукӑна пула асап курнӑ ҫынсем те мар, эпир — ӗҫлекенсем, ӗҫлекенсем, ӗҫлекенсем. Лайӑх ҫинӗ-и эсир, лайӑх ҫывӑрнӑ-и, савӑнӑҫлӑ-и сире, сывлӑхлӑ-и эсир — вӗсемшӗн пурпӗрех, сире ҫак ырлӑхсене пама пултараҫҫӗ пулсан та, вӗсем нимӗн те тумаҫҫӗ; анчах пуля вӗҫсе иртес ҫӗре тӑма, вута-шыва сикме, юратупа типсе хӑрма — ҫаксене тума вӗсем яланах хатӗр, май кӑна килсе тухтӑр. Ку питех те аван! Анчах ун ӳтне чӑтса тӑма пултарӗ-ши вӑл? Любовь пӳлӗме тухса кӗрсех тӑнӑ. Вӑлтасенчен пилӗк ҫуйӑн вӗҫертсе, эпир килелле утрӑмӑр. Халӗ пирӗн нимрен хӑрасси те ҫук. — Ҫук, господин, эпир султанӑн шанчӑклӑ ҫыннисем, — терӗ Цанко, юриех лӑпкӑн курӑнасшӑн тӑрӑшса. Сӑмахран, «Петербург хаҫатӗнче» темӗнле журналист экспедицие хирӗҫ тухать. «Министрсен совечӗ Татаринов капитана тӗрлӗ япаласем ыйтнине пӑрахӑҫа кӑларни» — уншӑн экспедицие хирӗҫ тухма тӗп сӑлтав пулса тӑрать. Оля ҫырӑвӗнче темле вӑрттӑн пӑлхану нумай. Ҫук, Мстислав Сергеевич, ку тав таранах ансат мар. «Мӗншӗн вӗлертӗр-ха эппин ӑна эсир, — тесе ыйтатӑп ҫакӑнтан, — хӑвӑра сутасран хӑрарӑр-и?» Хӑйӗн ҫамрӑк тусӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн Алексей хӑйӗншӗн савӑннинчен те ытларах савӑнчӗ. «Се пре!» — тавӑрчӗ Ванюша, Оленина Марьянӑн хитре пуҫӗ витерен ҫаплах пӑхнӑ пек туйӑнчӗ; анчах вӑл ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Сарайра тем тӗслӗ сасӑпа та харлаттараҫҫӗ. Пурте чӳрече патнелле сӗкӗнчӗҫ. Ҫак нимӗн йӗркесӗр вӑрҫӑ валли вӑрманти дикарьсен ҫарне регулярлӑ ҫарпа ҫирӗплетме Лантенак тӗреклӗ те чӑтӑмлӑ чӑмӑр туса хурасшӑн тӑрӑшнӑ. — Власов, тар!.. Тӑшмана пӗтӗм ушкӑнпа сыхласа ун ҫине кӗтмен ҫӗртен тапӑнни, Лантенак шучӗпе, атакӑсем валли чи лайӑх меслет пулнӑ тата вӑл пӗр самантра пуҫтарӑнса тепӗр самантра сапаланса кайма пултаракан хресчен отрячӗсем ҫак ӗҫ валли шӑпах юрӑхлӑ тесе шутланӑ. Огнянов ҫав шӑтӑксенчен пӗрне кӗрех кайрӗ, ахӑртнех унта тискер кайӑксем чарӑнкаланӑ пулмалла. Ҫакӑнта вӑл хӑйӗн пурнӑҫне хакла пама шут тытрӗ. Ашшӗ, яланхи йӑлипе, таҫта инҫетри уйра ӗҫпе ӑшталанса, киле таврӑнайманччӗ-ха. Кунсӑр пуҫне, эсир пӗлетӗр пулмалла, аҫа ҫапасран сыхланас тесен, физиксем йывӑҫ айне пытанма хушмаҫҫӗ. Адриан Трюхина пиччӗшӗн ывӑле патне, килӗшӳллӗ ҫӗленӗ сюртук тӑхӑннӑ ҫамрӑк патне пырса: «Тупӑк та, ҫуртасем те, виле ҫине витмелли те, тата пытарнӑ ҫӗрте кирлӗ ытти япаласем те часах кунта пулаҫҫӗ», — тесе пӗлтернӗ. Вӑхӑт иртет. Кайӑк-кӗшӗк сасси ҫеҫ — улатакка шаккани, туратсем хушшине вӗҫкелекен сарӑ пӗсехеллӗ кӑсӑясем хаваслӑн чӗвӗлтетни е кӗпшӗл-кайӑк выҫтаххӑн чарлатни — ҫак пӑлхануллӑ та кичем, ҫемҫе хумсемпе сарӑлакан шава тӗрлӗрен сас-чӳ хушса тӑрать. Кунти чӗлхепе балкӑсем текен шырлансенчен пӗрне ансан, эпӗ лашама шӑварма чарӑнтӑм; ҫак хушӑра ҫул тӑрӑх шавлӑ та чаплӑ кавалькада кунталла килнине куртӑм, хӗрарӑмсем хура та кӑвак амазонкӑсемпе, каччисем вара черкессенни пек те мар, чул хуларисенни пек те мар, темле тумтир тӑхӑннӑ; малта Грушницкий Мери княжнапа пырать. — Ну, мӗнех-ха апла, турӑ тата Ченстоховри турӑ амӑшӗ пулӑштӑр сана! Ҫапах та паянхи кун пирӗн… пирӗн… пирӗн! Ҫак сакӑлтасене — арканнӑ планетӑн вилӗ пейзажне ҫав таран хуйхӑллӑн евӗрлекенскере — тӗсенӗ май Лось таҫта ахрат варта карапӑн сапаланса арканнӑ кӑшкарне курчӗ, кӗмӗл тӗслӗ металл татӑксем кӑшкар йӗри-тавра сапаланса выртаҫҫӗ. — Никам та кӑмӑла кайман-и вара? Карчӑк тем калать, ҫав-ҫавах сӑмси айӗн мӑкӑртатма чарӑнмасть, анчах мӑнукӗ хам хута кӗнине пула, — ҫакна эпӗ курасса курман, ҫапах та ку тӗлӗшпе иккӗленесси ҫук, — ыр сунманнине пит уҫҫӑн палӑртсах каймасть; ҫаплах тата хампа пӗрле хӑшпӗр чухне илсе килекен парнесем те — е ӑшӑ тутӑр, е варени тултарнӑ банка, е чиерен тунӑ пӗрер кӗленче наливка — сахал мар усӑ кӳчӗҫ мана. Эпӗ вара хыпаланса тутӑрне илсе парасшӑн пултӑм, путсӗр паркет ҫинче ура шунӑран кӑштах сӑмсана ҫӗмӗрсе пӑрахмарӑм, ҫапах та ӳкмерӗм, тутӑрне илсе патӑмах. Хреснашшӗ ун ҫине виртлешӳллӗ шеллӗхпе пӑхса илнӗ, унтан, тутипе чӑплаттарса:— Ҫакӑн ҫинчен ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын нихҫан та ыйтмасть, — тесе хунӑ. Малалла та ҫаплах кулса вӑл каларӗ: сан ещӗкне ӑмӑрткайӑк сӑмсипе йӑтса пынине тата эсӗ ҫав тери ҫӳлтен тинӗсе епле персе аннине курса киленнӗшӗн ҫӗр кӗренке укҫа парӑттӑм. Ку чӑнах та пит тӗлӗнмелле, пулас ӑрусене ӑса вӗрентме ҫырса хӑварма тивӗҫлӗ мыскара пулнӑ пулӗччӗ, терӗ. Арҫын сасси ӗнтӗ илтӗнмен. Анчах нумайччен шухӑшлама пултараймарӗ вӑл, — ытла хытӑ ыратнипе шухӑшсем пӑтранаҫҫӗ. Реде доктор хуллен ҫеҫ чемодантан пӗр пӗчӗк пуҫ шӑмми туртса кӑларчӗ те сӗтел ҫине, икӗ хӑй ҫути хушшине хучӗ. Мӗн кӑна пулман унта? Темиҫе ҫӗр вагон кустӑрмисем, купи-купипе тутӑхнӑ тимӗр, рельссем, буферсем, букссем — темиҫе пин тонна металл уҫӑ ҫӗрте тутӑхса выртать. — Кӑшт чӗрсе ҫеҫ кайрӗ… Рабочисем хушшинче пӗр вӑтӑр ҫулхи, еврей пек хура сӑнлӑ та мӑн сӑмсаллӑ, тӗреклӗ слесарь Минаев вӗлтлетсе ҫӳренӗ. Чирлӗ ҫын станца пуҫлӑхӗ умӗнче ахлатнӑ, пӗр сӑмах та тенӗ пекех калаҫман, анчах та хӑй икӗ стакан кофе ӗҫсе янӑ тата ахлата-ахлатах кӑнтӑрлахи апат хатӗрлеме хушнӑ. Вӑл пуянах мар, анчах тирпейлӗ ҫын, хуҫалӑха тытса тӑма пӗлекен ҫын пулнӑ. Тухтӑрсем тӗплӗн пӑхнӑ хыҫҫӑн (Бартелик ӑна, невропатолог пулнӑ майпа, хӑй те пӑхать) ҫапла ҫырса хураҫҫӗ: «Комисси Корчагина халех отпуск памалла, Крыма ярса чылай вӑхӑт хушши сыватмалла, малалла та ҫине тӑрса сывлӑхне юсаса пымалла, унсӑрӑн чирӗ хӑрушӑланса кайма пултарать, тесе шутлать». — Мӗн? Колокольчиков Кольӑн, ҫак намӑса пӗлмесӗр каланӑ Татьянка сӑмахӗсене илтсен, сывлӑшӗ пӳлӗнсех ларчӗ. Анне таврӑнчӗ-и? Тимофей кӑна, хӑйӗн йӑпӑлтатас йӑлипе, чӗререн тухан намӑссӑрлӑхӗпе, Лушкӑн ачаш чунне пӑлхатса яма пултаратчӗ. «Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ, пан писӑр, ҫав тери чаплӑ хӑна килнӗ ятпа приказ парас мар-ши: килӗрен пӗрер чӗп илсе килччӗр хуть, пир-авӑр-и унта, тата мӗн те пулин… А?..» Вӗсене калаҫма паман. — Хӑвӑртрах кайнӑ пултӑр. Кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук: хӗр ылханлӑ Дубровскипе ҫыхӑну тытать. Любӑн мӗн-пур сӑмахӗсем, Фомашӑн пулсан, хӗршӗн хӑйшӗн те, ҫыншӑн та ют пек туйӑннӑ, — ҫав ҫулхи хӗрсем, ҫав сӑнарлисем, ҫавӑн пек йӑхран тухнисем ун пек калаҫмалла мар пек пулнӑ… Ун хыҫҫӑн вӑл, пуҫне салхуллӑн сулласа, хӑйӗн ҫаксем ҫеҫ — ак ҫак хӗрӗ те, ак ҫак ывӑлӗ (вӑл вӗсем ҫине, пӗрин хыҫҫӑн теприн ҫине пӳрнепе кӑтартса илчӗ) юлни, хӗрне — Джемма, ывӑлне Эмиль тесе чӗнни ҫинчен пӗлтерчӗ; вӗсем иккӗшӗ те сӑмаха итлекен, лайӑх ачасем, уйрӑмах — Эмилио лайӑх… Истребительсем тӑшмана пульӑсен кӑвак йӗрӗсемпе ҫапса шӑтарма, унӑн хӳри енчен пыма, айӑккинчен атакӑлама тӑрӑшрӗҫ. Кайӑксем хӑйсем йӑва ҫавӑрса пурӑннӑ вырӑнсенчен пӑраха-пӑраха каяҫҫӗ. Ҫак калаҫу хыҫҫӑн сасартӑках вӗсен пӗр-пӗрин патнелле туртӑнасси пуҫланнӑ, часах ҫак туртӑм, куллен-кун ӳссе пырса, туслӑх характерне йышӑннӑ, анчах та вӑл, туррипех калас пулать, темӗнле, тӗлӗнтермӗшлерех пулнӑ. Эпӗ вӗреннӗ пек вӗренмелле, вара эсӗ те, ман пекех, темле сӑмах та персе яма пултаратӑн, факт! Степка хирӗҫ тем калать, анчах унӑн сӑмахӗсене уйӑрса илме йывӑр. — Арҫынсем пур-и унта? Катя пуҫне кӑштах пӑрса хурать те аллисене хуҫлатса ҫӳрет. Чӑнах та ӗҫ пит хуйхӑллӑ пӗтет пулӗ тесе кӗтнӗччӗ, анчах пӗр кӗтмен ҫӗртен эпӗ улталантӑм! Каҫхине, кукаҫей Псалтирь вулама ларсан, эпӗ кукамайпа хапха хыҫнелле, уялла тухрӑм; кукаҫей пурӑнакан икӗ чӳречеллӗ пӗчӗк пӳрт хула хӗрринче, ӗлӗк кукаҫейӗн хӑйӗн ҫурчӗ пулнӑ Канатнӑй урам хыҫӗнче ларатчӗ. Ҫӗр вырӑнне сӗтел ҫинче ларакан чернил кӗленчи пултӑр. Павел тӗлӗк курать: ун ҫине темле, ҫын евӗрлӗ мар, армак-чармак япала пулемётпа тӗллет пек; вӑл тарма хӑтланать, анчах ниҫталла тарма та ҫук, пулемёчӗ темле хӑрушшӑн шатӑртаттарать пек. «Эх инкеҫӗм, — теп, — инкеҫӗм, Ҫын сӑмахне ан итле, — теп, — Сӳпӗлтетчӗр те калаҫчӑр. Ҫак ҫынсемшӗн пӑшал патронӗ ылтӑн укҫаран та хаклӑрах пулнӑ. Ватӑ каччӑпа вӑл хӑйне сиввӗн, ютшӑнса тыткаланӑ. — Лайӑх, — тавӑрчӗ Павка. Ҫыру миххисем тултарнӑ кузовра, ҫӗнӗ хаҫатсен ҫыххисем ҫинче, ытти пур япаласемпе пӗрлех сулӑнкаласа, ҫуллахи гимнастёрка тата кӑвак кӑшӑллӑ картуз тӑхӑннӑ икӗ ҫар ҫынни ларса пынӑ. — Мӗншӗн эсӗ хӗрарӑмсене ирӗклӗн шухӑшлама парасшӑн мар? — ыйтрӗ вӑл ҫурма сасӑпа. Ӑшӑнса вырт, эпӗр ак мӗнле… — тесе калама пуҫланӑ Ваҫили Андрейч. «Бородатыя! Бородатыя! Пӗркун аулта пултӑмӑр; Гирей-хан Ногая лашасем илме кайма чӗнчӗ, анчах никам та каймарӗ; пӗччен мӗнле-ха вара? «Эпӗ пӗлместӗп», — терӗ атте. Манӑн пӗтӗм ӑрӑм та ут ҫине ларнӑ чух «здравствуитя» вуласси анчах пулнӑ. Хӑй вӑйсӑррине кура, Зеб Стумп йынӑша-йынӑша илнӗ. Ку япала унӑн камин шарикӗ иккен… Хӗрринчи пӳрт патне ҫитсенех, вӑл ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ та, чӳрече патне чупса пырса, шаккама тытӑннӑ. Ӗҫ вӑл ҫынна илемлетет. Пӗр Маякин анчах, ӑслӑ мыскараҫӑ этем, хӑш чух Натальйӑн пичӗ ҫине мӗлке евӗр палӑри-палӑрми кулӑ килтерме пултарнӑ. Иккӗмӗш взрыв малтанхинчен те вӑйлӑрах пулчӗ. — Шӑпах ҫапла, сирӗн превосходительство, Михайла Борийчук! — хавассӑн, ачанни евӗр кӑмӑллӑ кулӑпа кӑшкӑрчӗ салтак. Хирӗҫ чӗнни пулмарӗ. — Мӗншӗн-ха эппин… мӗн те пулин пулсанах — паника? — Мӗн пултӑр тата, кунтан пуҫне? Ӗҫнӗ май вӑл, е скаласем ҫинелле, е трактир ҫинчи вывеска ҫинелле пӑхса илет. — Ҫук, ҫук, ҫук! Гарвипе Вильям тетесене ман ятпа чуптуччӑр терӗ, тата эпӗ юханшыв леш енне кайрӑм тесе калаччӑр терӗ. Хӗрлӗ Ҫара ҫӗнтернисем ҫинчен калакан нимӗҫсен суя калавӗсем уншӑн тӗрӗс пекех туйӑннӑ, хӑранипе тата чӗри ыратнипе вӑл ним пӗлми тенӗ пек пулса кайнӑ, анчах ҫав суя хыпарсене хирӗҫ тӑма вӑй ҫитереймен. Павлов — ҫав Иван Иваныч доктор ӗнтӗ. Артамонов фабрикӑри служащисем Серафимӑн вите ҫумне таянса ларнӑ пӗчӗк пӳртне «Капкӑн» тенине, Зинаидӑна «Насус» ят панине пӗлнӗ. Ҫитменнине тата, кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил ҫулҫӑсене хускатать те, чун тухса каяс патнех ҫитет: тахҫан авал вилнӗ ҫынсен чунӗсем пӑшӑлтатса ҫӳренӗнех туйӑнать, вӗсем сан ҫинчен калаҫаҫҫӗ пуль тетӗн. — Ҫук ҫав, эпӗ Гэндса та хамах тара тытнӑччӗ те ҫав вӑхӑтрах… — терӗ ӑна хирӗҫ сквайр. Никам та нимӗн те сисмен, ҫыран хӗррине тухакан вунҫичӗ европеецран вунулттӑшӗн пурӑнӑҫне татакан катастрофа пулассине ниҫтан та сисме пулман. — Аван тупа! — Ах! Эрнене яхӑн ӗнтӗ Тарас Бульба хӑйӗн ывӑлӗсемпе Сечьра пурӑнать. Инҫетре, хирӗҫри ҫыран ҫывӑхӗнче, ӑшӑхлӑхсемпе пӗчӗкҫеҫ утравсем курӑнкалаҫҫӗ, хутран-ситрен ҫутӑ мӗлтлетсе илет — пӗр-пӗр пӗчӗк пӳрт кантӑкӗнчи ҫурта ҫути ӗнтӗ вӑл — тепӗр чух шыв ҫинче те чӗлтӗрти ҫутӑ хӗлхемӗ курма пулать — е сулӑ, е шаланда ҫинче, — унта юрлани те, сӗрме купӑс калани те илтӗнкелет. Хӗрне ӑҫта та пулин прислугӑна вырнаҫтарасчӗ — турӑ пӗлет, тем пулма пултарать. — Каярах юлтӑмӑр! Ҫӗре сая яратпӑр! — шухӑшлать Макар, хуп-хура та ҫап-ҫара, хӑрушшӑн курӑнакан, ҫын алли пырса тӗкӗнмен уйсем ҫине чун ыратмалла пӑшӑрханса пӑха-пӑха ҫаврӑннӑ май. — Ҫак матч хыҫҫӑн пӗлсе ҫитӗҫ-ха, — тенӗ Ривэра. — Вӑл — ҫапла! Чӑнках тӑратнӑ хӑлхисем кашни сассах тӑнлаҫҫӗ, вӗсем унӑн ҫав тери ҫивчӗ — хыр хуппи айӗнче йывӑҫа кышлакан кӑпшанкӑ кӑшӑртатнине те илтеҫҫӗ. Ӗлӗкхи, халь ӗнтӗ хыҫа тӑрса юлнӑ хаяр дисциплинӑллӑ, йӗркипелен пурин тирне те сӗвеслӗхлӗ, вак-тӗвек формалистикаллӑ, виҫ хут хӑвӑртлӑхпа хӑвалакан маршировкӑллӑ та чышкӑ вӑйӗ алхаснӑ, пуҫ пулнӑ вӑхӑтӑн тӳрккес те йывӑр катӑкӗччӗ ку этем. Кукушкин коридорсем тӑрӑх утса ҫӳрерӗ ӗнтӗ, сестрасене ахалех айӑплама пикенчӗ, аманнисенчен кулкаларӗ, хӑйсем тӗллӗнех ҫӳрекен чирлисемпе нумайӑшӗпе хирӗҫсе илме те ӗлкӗрчӗ. Ҫакна илтсен, пурте, пӗрер самантлӑха чӗмсӗрленсе, хӑйсене вӑрҫакана шырама пуҫланӑ. — Мур илесшӗне! — пуҫларӗ вӑл юратнӑ сӑмахӗпе. Анчах ҫав кӑлтӑксем унӑн тинкерсерех пӑхсан ҫеҫ палӑрнӑ: кӑмӑллӑн пӑхакан куҫӗсем унӑн сӑн-питне ҫав тери лайӑх ҫутатса ырӑлатнӑ, хурарах кӑтрисем илем кӳнӗ. Ах, мӗн чухлӗ асап тӳсмерӗм пулӗ унпа эпӗ! Ҫавӑнпа та ҫак хӗрарӑм ҫумӗнче ачашланса выртнӑ чухне Илья хӑйне вӑйлӑрах та ӑслӑрах ҫын пулнӑ пек туйнӑ. Пирӗн ӗҫ тухмарӗ, ҫавӑнпа маншӑн пурнӑҫ халӗ — нимӗн те мар. Хамӑр тӑракан ансӑр чул ҫинчен пӗшкӗнсе пӑхсан, эпӗ вулкан пырӗн вӗҫӗ-хӗрри те курӑнманнине асӑрхарӑм. — Ха-ха! Хут пӗ-ле-кен-скер-ҫке-ха!.. Майданников ҫуланса пӗтнӗ ҫырмалли пӗчӗк кӗнекине туртса кӑларчӗ, кукӑрткаласа ҫырса тултарнӑ кирлӗ страницӑсене васкавлӑн шырама пуҫларӗ. Пӗр унӑн ҫывӑх кӳрши Григорий Иванович Муромски анчах унпа килӗштереймен. — Килӗшӗҫ, — терӗм эпӗ ӑна хирӗҫ, — Марья Ивановнӑна пӗлсе ҫитсессӗн, чӑн та килӗшӗҫ. Эпир ҫил пек вӗҫтертӗмӗр, ҫур сехетренех Испани чиккине ҫитсе тӑтӑмӑр. Унӑн шурӑ аркисем йӑсӑрланса явӑнаҫҫӗ, юр пек йӑлтӑртатаҫҫӗ, анчах хуп-хура пӗлӗт тӳпи пӗр хускалмасӑр пусакан йывӑрлӑхӗпе хӑрушшӑн курӑнать. — Манӑн Джо та ҫавӑн пекехчӗ: хӑйӗн ӑшне пин шуйттан кӗрсе ларнӑ пекех вӑл ашкӑнатчӗ, асатчӗ, хӑй ырӑ кӑмӑллӑччӗ, юрататчӗ, унтан лайӑххи кирлӗ те мар. Турӑ каҫартӑр мана, ҫылӑхлӑскере! Эпӗ ӑна хӑймашӑн тытса тылларӑм вӗт, хӑймине эпӗ йӳҫнӗ тесе хамах сапса янӑччӗ, ҫавна хам йӑлтах манса кайнӑ… ия. Шухӑшласа пӑхатӑп та, эпӗ ӗнтӗ урӑх ҫакӑнта, ҫӗр ҫинче, нихҫан та курас ҫук вӗт, — хам кӳрентернӗ мӗскӗн ачана нихҫан та, нихҫан та, нихҫан та курас ҫук вӗт. — Пӗлместӗп. — Эпӗ ӑна пӗлетӗп, анчах калӑр-ха мана: пыра киле Ҫӗр варринелле сывлӑш пусӑрӑнса шыв евӗрлех ҫӑра пулмӗ-ши? Галина пуринчен малтан ярса илет ӑна. Ун хыҫӗнчен Маруся, унтан ыттисем те. Повар пирӗнтен темиҫе минута маларах ҫитнӗ, вӑл мӗн тума кирлине тума тата кама асӑрхаттарма кирлине асӑрхаттарма ӗлкӗрнӗ пулас, мӗншӗн тесен эпир укӑлчаран пырса кӗнӗ чухне пире староста (бурмистр ывӑлӗ), пӗр чалӑш ҫӳллӗш патмар хресчен, юланутлӑскер, ҫара пуҫӑнскер, ҫӗнӗ сӑхманне тӳмелемесӗр тӑхӑнса янӑскер, хирӗҫ тухса кӗтсе илчӗ. Кӑмӑлӑм уҫӑлнипе эпӗ нимӗн хатӗрленмесӗрех тӗрлӗрен тӗлӗнмелле историсем каласа патӑм: княжна мана хирӗҫ ларнӑ та эпӗ сӳпӗлтетнине тарӑннӑн тимсӗлсе те ачашшӑн итлесе ларать, ҫавӑнпа манӑн именмелле те пулчӗ. — Мӗншӗн тесен унччен Боншан хӑй тыткӑна илнӗ республиканецсене хӗрхенчӗ, эпӗ вара республиканецсем те роялистсене хӗрхеннине пурте пӗлччӗр терӗм. Вӑл, пӑртак тайкаланкаласа, Инсаров мӗн хушнине итлесе пӗтерчӗ те чемодана хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ, унтан, аттисемпе кӗмсӗртеттерсе, хӑвӑрттӑн пусма картлашкисем тӑрӑх чупса анса кайрӗ. Хӑйӑрлӑ ҫӗр ҫинчи чикен курӑкӗсем пӗтӗм тумтирсемпе урари япаласене татӑкӑн-татӑкӑн ҫуркаласа пӗтереҫҫӗ. Ҫирӗп тытӑр асӑрта: «Хӑй юлташӗсемшӗн хӑйӗн чунне паракан — сӑваплӑ». Вара, ӑслӑ ҫынсемпе калаҫса пӑхрӑм та, эпир ҫапла шут турӑмӑр: эпӗ будочник хӑй патне чӗннинчен пӑрӑнсан, вӑл пекарня пирки иккӗленнине пушшех вӑйлатма пултарать. Сирӗн енчен ку мухтава тивӗҫлӗ. — Ну, халь пуҫларӗ ӗнтӗ чӗриклетме, кивелнӗ шӑнкӑрч йӑви, — терӗ полковник ҫурма сасӑпа та тӳрккесле ыркӑмӑллӑхпа. Манран пурте ухмахран кулнӑ пек кулччӑр тесе, эсӗ мана миссис Сирини Гарпер патне уттарни ҫинчен шухӑшласан, манӑн чунӑм ыратать, — эсӗ мана чарма та шухӑш тытман-мӗн. — Уяв! тетӗн эсӗ, — терӗ вӑл Оленина, ура ҫине тӑрса чӳречерен пӑхса. — Мӗн уявӗ пултӑр ку! Унта та кунта, пӗчӗк чӳречесен тӗксӗм кантӑкӗсем хыҫӗнчен, кӑвак кӑшӑллӑ картуз тӑхӑннӑ ҫар ҫыннисем курӑннӑ, ҫырмалли машинкӑсем шӑлтӑртатнӑ; пӗр ҫуртра, пур проводсем те пухӑнса кӗнӗ ҫӗрте, телеграф аппарачӗ пӗр пеккӗн шаккаса тӑни илтӗннӗ. Ӑна хӑваласа ҫитетӗп те:— Мӗн эсӗ? — тесе ыйтатӑп. — Тӗрӗс калатӑр эсир, Наташа! — терӗ амӑшӗ кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. — Мӗнле справка? Ҫыртӑр-и? — «О, эсӗ те республиканка!» — ответлерӗ амӑшӗ) — халӗ ӗнтӗ ӗҫсем упӑшки пур чухнехинчен начартарах пыраҫҫӗ, вӑл кондитер енчен пит ӑстаччӗ, «Un grand'uomo» (хытӑ кӑмӑллӑн каласа хучӗ Панталеоне): анчах, мухтав турра, пурӑнма пулать-ха!» Ҫавӑнпа та Коська е кам та пулин урӑххи мар, чи малтан эпир хамӑр айӑплӑ, мӗншӗн тесен эпир ҫав сиенпе кӗрешмен ҫеҫ мар, пачах урӑхла, Костька пеккисене тепӗр чухне тӗрлӗ сӑлтавсемпе хамӑрах хӳтӗлесе пынӑ. Вӑл юлашки шӑмӑсене кашнинех тепӗр хут кышласа ӗмсе илчӗ те, ӑшӑпа киленсе, юр ҫинех канма выртрӗ. — Ҫав ӗҫре эпӗ сана пысӑк усӑ кӑтартма пултаратӑп пулӗ тетӗп. — Итле-ха, Гек, эсӗ хӑҫан кушакпа хӑтланса пӑхасшӑн? — Ҫапла. Вӑл мӗскӗн Джиованни Боллӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ — астӑватӑр-и, вӑл тӑватӑ ҫул каярах Англире вилнӗ. Унӑн кӗсйинче тата чӗрӗ тимӗр шапа, Каролина пур.. Артур хӑйӗн йӗпе чӑлхисене улӑштарса ирхи апат тума аннӑ чухне хӗрача падре чӗрҫийӗ ҫинче хӑйӗн тимӗр шапи ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр каласа ларчӗ; Шапине вӑл хӑйӗн мӑнтӑркка аллисемпе месерле, тытса, унӑн урисем мӗнле хускалкаланине Монтанеллие кӑтартса тӗлӗнтересшӗн пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, эпир ку ӗҫре хамӑрах йанӑш турӑмӑр. — Куратӑп, хаяр! — Вӑл — манран ӑслӑрах, — терӗ Ольга. Хӑйне хирӗҫ тӑракан ҫыннӑн сӑмсийӗнчен юн юхнине вӑл хӑй ӑнӑҫтарса пултарнин чи аслӑ пункти вырӑнне, хӑй чапӗнчи чи йӑлтӑркка рубинӗ вырӑнне хуратчӗ пулас, ҫавӑн ҫинчен вара хӑй кӑмӑшне килентерсе каласа паратчӗ: — Хи-итре мӗн пуп, пит сывлӑхлӑскер! Ашшӗн ҫак сӑмахӗсем Фомана тарӑн шухӑша янӑ. Кайрӗ, тет те, каялла пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмарӗ, тет! Пусман пулсан, пӑруран ӗне пулма пултаратчӗ, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман тӑрса, ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, сумалла, кӗтӗве хӑваласа ямалла пулатчӗ, вӑл кӑнтӑрла, иртӗхме тытӑнӗччӗ, пӑвансенчен хӑтӑлма, киле тарса килӗччӗ. Килкартинче вӑл Павкӑна тӗл пулчӗ, ӑна хупуҫҫийӗнчен тытса хуллен, анчах татӑклӑнах: — Эсӗ складран мӗн те пулин илсе килмерӗн-и? — ыйтрӗ. Вӗсем инҫетлӗхре курӑнакан Буфало-Рэнке тайлӑмӗнчен пуҫланса килеҫҫӗ. Вӗсен ҫыранӗсем тӗме йывӑҫсемпе ӳссе хупӑрланнӑ. Пукансем ҫине хурса тухнӑ тумтир, шпага тата шлепке еннелле пӑхкаласа, — эпӗ пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗм, тухса кайма шут тытнӑччӗ ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра ман патӑма саламлас шутпа Грап старик хӑйӗн ывӑлӗпе Илинькӑпа пӗрле килсе кӗчӗ. Халӗ вӑл пӗр минутранах калла кӗнӗ. Пӳлӗхҫӗм, мӗн туса хутӑн?» тенӗччӗ вӑл. Гусев борт урлӑ сурса хучӗ, — Марс ӑна ҫав таран йӗрӗнтерет. Джимми, — чӗнчӗ вара пӗр ачине, — Лизӑна кайса кала, сӗтел ҫине тепӗр тирӗк ларттӑр. Сасартӑк пӑрахут, темле хӑрушӑ япала умӗн чӗтренӗ пек, хыттӑн чӗтренсе илчӗ, шӑвӑҫ савӑт чӑнкӑртатса кайрӗ, лампӑри ҫулӑм йӑлтӑртатрӗ те ҫутӑрах ҫуна пуҫларӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ сасӑсем илтӗнчӗҫ: — Мӗн пулчӗ? «Джим, вӑранса, кухньӑна кӗме пултарать», — терӗм. Нимрен те хӑрамӑттӑм; ҫӗрле те чиперех ҫывӑрӑттӑм. Санӑн вӑй ҫитет-и? Пӑхатӑп та, лӑпкӑ хӗр София хӑй пӳлӗмӗн алӑкӗнче тӑрать; вӑл мана кӑчӑк туртрӗ те, алӑка майӗпен хупса: «Эсӗ мана юрататӑн-и», — тет. «Юрататӑп», — тетӗп. «Эпӗ пӗр ӗҫ хушсан, туса паратӑн-и тата ун ҫинчен никама та каламастӑн-и», — тет. Анчах лашана ӗнтӗ чарма май ҫук. — Юрать… — килӗшнӗ Фома. Уншӑн пулсан, хӑйне чӑрмавлакан вӑхӑта кирек кампа ирттерсен те пурпӗрех пулнӑ. — Хӑв савнӑҫупа йӑлӑнатӑп санран!.. — Эсӗ лашапа ҫӳреме каятӑн-и, Луиза? — тесе ыйтнӑ плантатор, кӗретех кӑмӑлсӑр пулнине палӑртса. — Ҫапла та пулӗ. Йӗмпӗҫҫисене тавӑрса лартнӑ тата йӳле ярса кӑвак ҫӑмлӑ кӑкӑрне уҫнӑ ватӑ казак, пулӑ тытса таврӑнаканскер, хулпуҫҫи урлӑ хунӑ атмипе ҫапкаланкалакан кӗмӗл тӗслӗ шамай пулӑсене ҫӗклесе пырать, тӳрен ҫулпа каяс тесе, кӳршин ишӗлнӗ хӳми урлӑ каҫать те хӳме ҫумӗнчен ҫакланнӑ сӑхманне туртса вӗҫертет. Шӑпах ҫакӑн пек турӗ те ӗнтӗ Джемс Уэлдон «Пилигрима» ҫӗнӗ ишеве хатӗрленӗ чухне. Ак мӗскер, Канар утравӗсем ҫинче сӑнаса ҫӳремелли виҫӗ вырӑн пур. Тенериф пике ҫинчен эпӗ каламастӑп та, манӑн ӑна тахҫантанпа курас килет. Ҫак эсрел пӗр хумханмасӑр-тумасӑр пекӗпе манӑн пӳрнене касать. «Халӗ ачашланса тӑмалли вӑхӑт мар», тенӗ вӑл. Ӑнланаймастӑп эпӗ. Пирӗн ҫӳлтен шӑтӑка янӑ япаласен ҫыххи ӑҫта-ши? — Мӗскер — хӑвӑрт? — Эсӗ каласан та ӗненмӗн, — пӑшӑлтатать хӗрарӑм, — эпӗ вӗт санччен юрату мӗн иккенне те лайӑххӑн пӗлмен. Биржӑра выляса ӗҫ тӑвакан пуян пулать. Фратю господин тем пысӑкӑш ҫӗҫӗ тытнӑ та ҫавна ҫӗклесе сулкалать. — Ӑс-тӑнлӑ пӑрҫасем, — терӗ Серьга Хахай, сӗтел патне пырса. Анчах ҫавӑнтах хыпӑнса ӳкрӗ: — Ой, ҫук, йӑнӑш каларӑм! Унта ҫитме темиҫе утӑм юлсан, Давыдовӑн тимӗр патакӗ тыткӑчӗ таранах ҫӗре ҫӑмӑллӑн кӗрсе кайрӗ, метала пырса тивсе, хуллен чӑнклатса илчӗ. Аррелано ҫамрӑк чухне укҫа тытма пӗлменнишӗн хӑйне-хӑй тарӑхнӑ. Балканран паян ҫеҫ анакан таркӑн ҫав Клисурӑри хӗн-хура туссе ирттерекенсенчен пӗри тесех шухӑшларӗ вӑл, Стефчов ҫав ҫынна тытса парасшӑн хӗрӗнет иккен, ҫав ҫын Радӑшӑн ют ҫын мар. Тен, вӑл унӑн Бойчо пулӗ-ха, тесе те шухӑшларӗ вӑл, хӑраса пӑшӑрханнипе чӗри унӑн халь-халь сиксе тухассӑн тапӑнчӗ. Нехлюдовсем амӑшӗ, мӑнаккӑшӗ тата хӗрӗ — кашни каҫах килте пулаҫҫӗ, княгиня хӑй патне каҫа картла вылямасӑр, ташламасӑр ирттерме пултаракан ҫамрӑксем, арҫынсем пырса ҫӳренине юратать. Толинен ашшӗ-амӑшӗсем те — Мӗррей шывӗнчен ҫурҫӗререх выртакан анлӑ ҫӗрсенче, Лахланра пурӑнакан дикарьсем — ҫаплах тунӑ. — Анна Грибова калаҫать. Ун ҫине тӗпчесе пӑхса, Алексей:— Ольга эсӗ Поповӑна юратса пӑрахнӑ, тесе шутлать, — терӗ. Ун сӑмахӗсенче ҫамрӑк ҫыннӑн вӑйлӑ чунӗ тӗкӗр ҫинчи пек курӑнса тӑрать, чӗре тӗпӗнчен тухакан кашни сӑмахра темӗнле вӑй палӑрса тӑрать. — Ҫук, кунта тӗрлӗ ялсенчен пурччӗ, — терӗ Бояркин. Пӗтӗмпех пӗтрӗмӗр теме хӑратӑп, ҫак йӗркесене эсӗ хӑҫан та пулин вуласса та шанчӑк ҫук ӗнтӗ манӑн. Хуҫи ҫине хисепсӗр, Артамонова тарӑхтарса янӑ ҫилӗпе пӑхса илсе, Тихон:— Ҫынсене ӑнтан кӑларатчӗ вӑл: никама та кӳрентермест, анчах тӗрӗс мар пурӑнать, — тесе хушса хучӗ. Хӗвел хытӑрах хӗрте пуҫларӗ. — Ну, урасӑр мӗнле вӗҫетӗн-ха эсӗ? Ку вӑл вак-тӗвек япала мар! Кимӗ тапранмасть. Салтаксем хӑйсем хушшинче савӑнӑҫлӑн калаҫнӑ, калаҫнӑ хушӑра хӑйсем час-часах нимӗҫ е француз сӑмахӗсем перкелесе янӑ. Анчах эпӗ халлӗхе пирӗн ун ҫинчен калаҫма май ҫук-ха терӗм, унӑн ямшӑкне кӑшт тӑхтама хушрӑм; хамӑр, манӑн лав ҫине ларса, аяккалла кӑшт пӑрӑнтӑмӑр та эпӗ Тома хам епле пӑтӑрмаха ҫакланнине каласа патӑм, халӗ мӗн тумалла-ши ӗнтӗ тесе ыйтрӑм. — Акӑ ӗнтӗ вӑл ҫынна сутаканӑн йӗрӗсем, вӗлерекенсен йӗрӗсем те пулӗ тен вӗсем! Анчах мӗнле ӳкӗте кӗртес-ха вӗсене, хӑйсем йӑнӑшнине вӗсене мӗнле ӑнлантарса парас? — Апла пулсан, ҫак Австралин Альписем… — тесе пуҫларӗ Элен. — Вӑй вылямалли сӑртсем анчах вӗсем, — терӗ Паганель. — Нимӗн те. Вӑл акӑ мӗн тумалла пулнӑ: пӗр вырӑнта ларсах пӗчӗк кӑна патакпа хӑй умӗнчен шуса иртекен пустава тӳрлетсе тӑнӑ. Пӗтӗмӗшпе каласан, эсӗ Марьинӑра пысӑк улшӑнусемех кураймӑн. — Ҫук ҫав, начар. «Юрать, анчах пӗлместӗп, сире тӗрменех кӗртӗҫ-ши? Йӗри-тавра пурте пӑшӑлтатса куҫӑсене хӗскелерӗҫ, анчах Том лутра вӑрӑм парта ҫине чавсаланса шӑпах ларчӗ: тӑрӑшсах вуларӗ пулмалла. — Района. Эсӗ, Хрюкин, терт курнӑ ҫын, ку ӗҫе каплах ан хӑвар… Ашшӗн хушамачӗ Фернандес пулнӑ. Капитан, кӗнеки ҫине тимлӗн пӑхса, мӗн ҫырнине хӑй ӑшӗнче шутла пуҫларӗ: — Ҫӗр ҫирӗм сакӑр… аллӑ иккӗ… хӗрӗх… ҫӗр утмӑл… Иртнӗ вӑрҫӑра, юратнӑ тусӑм, пурне те артиллери татса панӑ, лашаллӑ е унсӑр салтаксем мар. Мӗншӗнне пӗлместӗп те, анчах ҫав самантра мана вӑл Катькӑна курайман пек туйӑнчӗ. Пурте ҫӗре выртрӗҫ. Вӑл ҫилленсе кайрӗ. Тӳрӗ каҫма та, ҫаврӑнӑҫ кайма та май ҫук. Унашкал шӑхличсене вӑл вуншар та туяннӑ, темле май та каласа пӑхнӑ, касса та кӗскетнӗ, шывра йӗпетсе хӗвелте те типӗтнӗ, ҫилпе кушӑхтӑр тесе, ҫинҫе ҫиппе ҫыхса маччана та ҫакса пӑхнӑ, анчах нимӗн те пулӑшман: ту ҫыннин шӑхличи хохол чӗрине пӑхӑнман. Таврӑнчӗ те, уйӑх ҫутипех, минтер ҫинчен шуса аннӑ хӗрачана тӳрлетсе вырттарчӗ, кушак ҫурине хӑваласа ячӗ. Унтан вара салтӑнса ҫывӑрма выртрӗ. Анчах йӗпе те лӑймака хӳмесенчен, — Ромашов тӑтӑшах вӗсен ҫумӗпе пычӗ, — тирексен нӳрӗ хушшисенчен, ҫул пылчӑкӗнчен темле ҫурлӑх шӑрши, темле ҫирӗплӗх, телейлӗх, темле тӑнсӑртараххӑн та хаваслӑн пӑлхантаракан шӑршӑ ҫапса тӑчӗ. Ку енӗпе малтан Англи тӗслӗх кӑтартнӑ. Вут-ҫулӑм фермӑпа юнашар ӳсекен каштан вӑрманне куҫрӗ, ҫывӑхри йывӑҫсем ҫуна та пуҫларӗҫ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе илсен, кӗнекесем каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ют ҫӗршывсенчи мӗнпур пурӑнӑҫ та эпӗ пӗлсе тӑракан пурӑнӑҫран ҫӑмӑлтарах, лайӑхрах: ют ҫӗршывсенче ҫавӑн пек час-часах тата тискеррӗн ҫапӑҫмаҫҫӗ, Вятка салтакӗнчен мӑшкӑлласа кулнӑ пек, ҫынна ҫав тери асаплантарса, мӑшкӑлласа кулмаҫҫӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ турра кӗл тунӑ пек, ҫав тери хаяррӑн турра кӗл тумаҫҫӗ. Ӗҫме хӑнӑхса ҫитнӗскер, вӑл пӗр тытӑнсан пӗрмай ӗҫетчӗ те, ӳсӗр чухне тӳсме ҫук йӗрӗнмеллеччӗ, анчах урӑлла мана ҫынсем ҫине тӗплӗн шухӑшласа пӑхнипе, вӗсен ӗҫӗсен тӗп шухӑшне лӑпкӑн кӑна шыранипе тӗлӗнтеретчӗ. Ҫын хуйхи уншӑн вылямалла пек ҫеҫ туйӑнать мана. — Мӗнле чӗнмелли? Катенька, диван ҫине ларса, мӗн те пулин ҫыхать е вулать, йӑмӑх ҫутӑра витӗр курӑннӑн туйӑнакан шап-шурӑ аллине чӑтӑмсӑррӑн сулкаласа, шӑнасене хӑвалать е, ылтӑн тӗслӗ ҫӑра ҫӳҫӗ ӑшне лексе ҫӑтӑлтатакан шӑнаран хӑтӑлас шутпа, пит-куҫне пӗркелентерсе, пуҫне чӗтретет. Тӗм айӗнче выртакан Ҫӑрттан мучи бригадӑра хӑйне мӗнле апат ҫитерме пултарасси пирки нумайччен шутларӗ, унтан вара пӗр сӑлтавсӑрах хӑй Яков Лукич амӑшне асӑннӑ ҫӗрте епле апат ҫисе тултарнине аса илчӗ, унта ҫинӗ апат ҫинчен шухӑшласа кӑмӑлне пӗтӗмпех пӑснипе, сасартӑк хырӑмӗ ҫав тери выҫнине туйрӗ, вара унӑн ыйӑхӗ самантрах сирӗлсе кайрӗ, вӑл тарӑхнипе лач! сурса хучӗ те, сухалне шӑлса тасатса, пӗрӗннӗ хырӑмне хыпашлама тытӑнчӗ. Тепри пулсан — шарламан пулӗччӗ; вӑл шпион саншӑн усӑллӑ вӗт… Ну, юрӗ ӗнтӗ, вӑрҫтӑрах, ан тив! Вӑл аллисем ирӗклӗ пулччӑр тесе, костыльне чӗн пиҫиххипе мӑйӗнчен ҫакса яратчӗ. — Ирӗлет эппин! — шухӑшлӑн каласа хунӑ вӑл, кача пӳрни ҫинчи ҫӗррине сӑнакаласа. Манпа пӗрле кухняна кайнӑ чух вӑл мӑкӑртатса пычӗ: — М-ме… чӑнах та, ҫыпҫӑнса ларнӑ айван ҫумне! — Лайӑхрах тинкерсе пӑхар-ха, — терӗ те эпӗ ҫырнӑ хута каллех алла тытрӗ. * * * Ку ӗнтӗ пӗчӗк хирӗҫӳ пулман. Вара эпӗ иккӗшне те йӗкӗлтеме тапратрӑм. Тӑван тенине ҫухатнӑ хыҫҫӑн мӗн тери йывӑр иккенне халь ӗнтӗ вӑл пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ, туйса илчӗ те ӑнланчӗ, пӗр хӑйне ҫеҫ мар, ҫак вӑхӑтра хӗвелтухӑҫнелле каякансене пурне те ҫав тери йывӑр-мӗн. Вӗсем хушшинче те пур вӗт-ха тӑван килӗсене, ҫемйисене пӑрахса хӑварнисем. — Прапорщик господин! — терӗм эпӗ хытӑ сасӑпа, — курмастӑр-и вара эпӗ хӑвӑр пата килнине? Вара ирхине сакӑр сехет тӗлне Давыдов ҫапла шутласа хучӗ: «Мӗнех-ха вара? Пурне те витӗрех пӗлсе тӑрать заседатель: хӑш хӗрарӑмӑн сысни миҫе ҫурӑ тунӑ, арчинче мӗн чухлӗ пир выртать ун, тата пӗр-пӗр ырӑ ҫын, вырсарникунсенче, хупаха-мӗн кайсан, мӗнле кӗпе, е хӑй хуҫалӑхӗнчи хӑш япалине саклата хурса ӗҫет. Пӗр сӑмахпа каласан, пурне те пӗлет. — Ҫук, эсӗ пӗлетӗн? Макарихӑн чӗри ҫав тери хытӑ кӑртлатма тытӑнчӗ тата темшӗн хӑлхи нимскер илтми пулса ларчӗ, ҫавӑнпа вӑл пӗр сӑмахне те илтсе юлаймарӗ. Вӑл ырӑ ҫынччӗ. Апла-тӑк, шӑпа санпа ман телее пӗрле тӑвасшӑн мар… Темӗн, ҫук-тӑр. Пӗррехинче, пысӑк праҫник кунӗ, эпӗ хамӑра асӑрхаса тӑракан сержанта ҫапла каларӑм: «Сержант господин, паян пысӑк праҫник, эпӗ ӑна палӑртасшӑн. Пур ҫӗрте те кӑшкӑрашни илтӗнет. Лешӗ шӗлепкесӗрччӗ, ҫавӑнпа Ромашов унӑн ҫинҫерех кӑна тӗп-тӗрӗс сӑмсине, пӗчӗк те кӑп-кӑпӑш тулли тутине, пуҫӗ варрипе тӳп-тӳррӗн уйрӑлса ӳкнӗ, танлавне, куҫ харши вӗҫӗсемпе хӑлхисене хупласа, питҫӑмартисем ҫинех аннӑ хумлӑ-хумлӑ та йӑлтӑркка хура ҫӳҫне васкавлӑн, анчах уҫӑмлӑн курса юлма ӗлкӗрчӗ. — Питӗретӗр манӑн ҫула? — Э-э-пир те эппин ун примерне тытар! — кӗрленӗ хулӑн бас. — Ну, ну, чуп часрах, — тенӗ Миките, лашине тӑратса, хӗпӗртесе кайнӑ хуҫа ывӑлне, начар шуранка ачана, лартнӑ та лашине урама уттарса тухнӑ. Ҫакӑнта асӑннӑ ырӑ япаласемсӗр пуҫне унӑн тата акӑ мӗн-мӗн пуҫтарӑнчӗ: вуникӗ мрамор шарик, шӑхличӗ, витӗр пӑхмалли кӑвак кӗленче катӑкки, ҫип купчашкинчен тунӑ тупӑ, ниме те уҫасшӑн пулман ҫӑраҫҫи, пурӑ катӑкӗ, кӗленчерен тунӑ графин пӑкки, тӑхлан салтак, икӗ йытпулли, ултӑ шатлатмаллли япала, хӑрах куҫлӑ кушак ҫури, пӑхӑртан тунӑ алӑк хӑлӑпӗ, йытӑ валли мӑйкӑҫ, — анчах унӑн йытти пулман, — ҫӗҫӗ аври, апельсин хупписем тата кивӗ те ҫӗмрӗк чӳрече рами. Мӗнле-ши вӑл? тесе шухӑшланӑ. Анчах ҫак туйӑмран ӗнтӗ ыйту та ҫуралнӑ. — Мӗнле пурӑнас? — тенӗ ҫав ыйту. Мӗн пуласса ӑнланса илеймесӗр пӗри те пӗр сӑмах чӗнмеҫҫӗ. Ӑҫтан вӑл? Анчах Краснокутов мучие тӗлӗнтерсех пӑрахнӑ: вӑл пӗр сӑмах та хирӗҫ каламан, ҫитменнине тата ҫакӑн пек канаш панӑ: «Сухаҫӑсене ҫитерме пулсан, юрать, унта нимӗн ҫылӑхӗ те ҫук. Пӗчӗк чӗрем, ҫын хурлантарассисемпе пит нумай паллашнӑскер, пурӑнӑҫӑн усал тӳремлӗхӗпе вараланса кайнӑскер, уҫҫӑн палӑрман вӗри шухӑшсемпе ҫӑвӑнатчӗ. Ку вӑл урари кача пӳрне мар-ҫке-ха, кача пӳрне пуррипе ҫуккине атӑ тӑхӑнса ярсан никам та курмасть. Ӑна парти кандидатне илес кун ҫывхарса килет, ҫав кун ҫывхарса килет, ҫав куна Тая питӗ тӑрӑшса хатӗрленет. Анчах каллех ҫӗнӗ хуйхӑ сиксе тухать. Чир хӑй ӗҫнех тӑвать. — О, ҫук. Сисӗнмесӗрех хӗл персе ҫитрӗ. — Апла. Умань участкинче хӗрӳ ҫапӑҫусене чарса лартнӑ. Паллах, хӑй пӳлӗмне мар. — Кала! — терӗ лешӗ. Кӑштах лӑплансан, Давыдов нумайччен хӑй патӗнчен кайнӑ Осетров ҫине пӑхса тӑчӗ. Куратӑп: пирӗнпе танлаштарсан, сана турӑ урӑх тӗрлӗ ҫын туса ҫуратнӑ, ытти боярсен мӗнпур арӑмӗсемпе хӗрӗ-пикисем санран аякра тӑраҫҫӗ. Эпир сан чурусем пулма юрӑхлӑ мар; сан чурусем пулма пӗлӗт ҫинчи ангелсем ҫеҫ тивӗҫлӗ». Пӗрлешнӗ королевствӑри ҫав факта тӗрӗс тесе йышӑнакан Фальконер, Буск, Карпентер т. ыт. геологсен теорийӗпе килӗшсе нимӗҫ ученӑйӗсем те, вӗсен хушшинче чи малтанхи ӗретре манӑн пичче — Лиденброк та пулнӑ. Плантаторӑн гасиендинче-и е сунарҫӑн лаҫӗнче-и «упа», «пума», «пекерн» тенӗ сӑмахсене «индеец» тенӗ сӑмахран сайрарах та сахалтарах хӑраса асӑннӑ. Вӑл пӗр ҫулпа каякан ҫынсем пулнӑ. Арҫын тӗлӗнмерӗ, хирӗҫлемерӗ, тепӗр хут кӗскен:— Пире, — терӗ ҫеҫ. Ҫакна тума вӗсем пӗрер фут ҫӳлӗш сакӑрвун юпа ҫапса лартнӑ, рабочисем манӑн мӑя, алӑсене, кӗлеткене тата урасене ҫеклӗсем кӑкарнӑ кантрасемпе явала-явала ҫыхнӑ; ҫав ҫеклӗсенчен ҫинҫе кантра хулӑнӑш ҫирӗп канатсем ҫаклатнӑ та вӗсене юпасем ҫине вырнаҫтарса лартнӑ шӑлтӑрмасем ҫине хурса уртса янӑ. Ача куҫхаршисене пӗркелентерсе илетчӗ те, Иохим калама чарӑнсан, ӑна тӳсӗмсӗррӗн хистетчӗ: — Э! кала ӗнтӗ, кала! Тарҫи, хӑйӗн типтерлӗх туйӑмне пула-и е улпут куҫӗ умӗнче тӑрас мар тесе-и, хапха хутлӑхне кӗчӗ те чӗлӗм туртма пуҫларӗ. Йывӑҫсем хушшинче шурӑ кӗпе курӑнса кайрӗ… Сучок, ҫывӑрма хатӗрленнӗ пек, куҫӗсене хупа-хупа илет. Ман шутпа ку тӗрӗс мар. Сирӗн шутпа мӗнле? Сунарҫӑ лӑпкӑн утса пынӑ, Каса-дель-Корво чикки патне ҫитичченех ӗнтӗ чарӑнса тӑмалла пулмасть пулӗ тесе шутланӑ. Любовь Сергеевна, ман тусӑмӑн тусӗ пулать-тӗк (эпӗ ҫапла шутларӑм), халь-халь мана мӗнле те пулин ӑшӑ кӑмӑллӑ, чуна ҫывӑх сӑмахсем калама тивӗҫлӗ, хӑй калама шутлани ытларах та ӑшӑ кӑмӑллӑ пулмасть-ши тесе иккӗленнӗн, вӑл ман ҫине чылайччен ним шарламасӑр пӑхса тӑчӗ; ҫак шӑплӑх вӑл манран эпӗ хӑш факультетри ҫинчен ыйтнипе вӗҫленчӗ. Мана ӗненӗр, Паганель, ҫав ҫыннӑн вырӑнӗнче пулма этеме меслетсӗр йывӑр! Айтӑр, кайрӑмӑр, пирӗн йӗркесене пӑхӑпӑр — вӑл ӑна пиҫиххирен туртса, аялта ӳпле патӗнче ларакан тараса патне илсе кайрӗ. Унӑн хӑлхи янӑрарӗ, хыттӑн кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ — акӑ, стена ҫинче виҫҫӗмӗш пуҫ курӑнчӗ, амӑшӗ аллипе кӑкринчен тытса, хытнӑ пек пулса пӑхса тӑчӗ. — Шуйттан ҫурисене кӗртсе янӑ, — терӗ вӑл чунтанах тарӑхса. Эх, мӗн тери шел Том Сойер кунта ҫукки! Мана кирлӗ ытти вак-тӗвек япаласемпе пӗрле эпӗ вӑрттӑн кӗсьере куҫлӑх чиксе ҫӳреттӗмччӗ. Ҫынсем савӑнаҫҫӗ, эпӗ мӗн вара? Костюм пайӗсене урайне сарса хума юрӑхлӑ ҫурт хулара пӗр ҫурт та тупӑнмарӗ. Ҫавӑнпа ҫӗвӗҫсен ман ҫуртра ҫӗлемелле пулчӗ. Пӑхма костюм акӑлчан майрисем тӗрлӗ тӗслӗ татӑк-кӗсӗксенчен ҫӗлекен утиялсем евӗрлӗ пулчӗ. Анчах кунта татӑкӗсем пӗр тӗслӗччӗ. Мана виҫҫӗр повар апат пӗҫерсе хатӗрлесе паратчӗҫ. Мери Джейн мисс вӑл пӳлӗме сире герцогпа иксӗре кӑтартнӑ хыҫҫӑн эпӗ ун ҫывӑхне те пыман. Вӗсем хыҫҫӑн, кӗпине мӑйӗ таран ҫӗклесе тата унӑн малти вӗҫне шӑлӗпе ҫыртса, Степка ҫӳрет. Йӑлтах унран килет. Мӗн кирлӗ-ха сана? — Эпӗ куратӑп, ӑнланатӑп, лӑпкӑрах пул. Ҫавӑнпа эсӗ ман умра илемлӗхсем ҫинчен ан та калаҫ. Мана, аманнӑскере, вӑрманта ҫаратса пӗр-пӗччене пӑрахса хӑварса, пӗтӗмпех вӗлерсе пӑрахас тенӗ чух, эсӗ пӗр мана хирӗҫ кӑна мӑр тӑтӑн. Унтан авланнӑ та — хуҫалӑх тытса пурӑна пуҫланӑ, пуйма ӗмӗтленсе, пуҫ ҫаврӑнса каймаллах, ҫав тери хытӑ ӗмӗтленсе пурӑна пуҫланӑ. Вӑл хунямӑш пит-куҫне курмарӗ, анчах та хӗрарӑм кӗскен кулса янине илтрӗ. Анчах Анна Сергеевна вӗсене часах лӑплантарчӗ; ку уншӑн йывӑр та пулмарӗ: вӑл хӑй лӑпланчӗ. Уйӑх — салхуллӑ та пурнӑҫсӑр тӗнче. Салтаксем тата. Тиркесе хӑтланма юратать-ҫке, пӗр тусан пӗрчи те ан пултӑр тет пулас! Ҫыран хӗррине ҫитсен, эпӗ Ганс йӗркипе майласа хунӑ япаласен купи варринче тӑнине куртӑм. Урамсенче тӗттӗм те пушӑ. Вӑл ытла та тарӑн, пуҫ шӑмми шӑтнӑ, ҫавӑнпа пуҫӗн пӗтӗм сылтӑм енӗ ӗҫлеми пулса ларнӑ. Эх, господасем, господасем, ӑнланмастӑр эсир мана. Фома ҫав вӑхӑтра вунпиллӗкри ача пулнӑ, — вӑл ҫӑмӑллӑн кӑна старик аллинчен вӗҫерӗнсе тухнӑ. Чӑн-чӑнах ӑс-тӑнлӑ ҫынсене пӗр ӑс-тӑн та ертсе пыма пултарать. (Аркадий тепӗр енне ҫаврӑнчӗ те тӗксӗмленчӗ.) — Ман ял ку! — Чӗнтерме юратчӗ-ши… Кунта эпӗ хама кирлӗ хушамата асӑнтӑм. Вырӑссене хирӗҫ американецсем, вӗсем хыҫҫӑн тата акӑлчансем васкаса килни тӗрӗс пулсан, ӑҫтан пирӗн малтанхи Австри пулӗ-ха? Арҫын ачасем мучи ҫине хӳме урлӑ кӑмӑлласа юратса пӑхса тӑнӑ, вӗсем халӗ пачах та виртлешмен. Кунта ӑна ерипен ячейка тыттарнӑ, райком членне кӗртне, систермесӗрех политшкул панӑ, унтан контроль комиссине кӗртнӗ, халь акӑ пур ответлӑ комиссисен пӗтӗм пӑтранчӑк, хирӗҫӳллӗ ӗҫӗсене татакан никампа улӑштарма май ҫук членӗ пулса тӑрать. Лиза япшаррӑн:— Пыратӑп, пыратӑп, кӗтӗр, — тет. Ку господин пур ӗҫе те, килте арӑмӗпе пулса иртекен хирӗҫӗве те правительствӑна хутшӑнтарасшӑн тӑрӑшакан господинсенчен пӗри пулнӑ пулас. Эп ҫаплах улшӑннӑ-ши вара? 1917-мӗш ҫулхи кӗркунне ҫывхарсах килет, анчах та хамшӑн, пӗтӗм ҫӗршывшӑн, пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗшӗн ҫав вӑхӑт мӗне пӗлтернине эпӗ туйса, сиссе е кӑшт та пулин ӑнланса тӑнӑ тесе ӗнентерме тӑрӑшсан, сире улталанӑ пулӑттӑм… — Эпӗ ахаль те унта каймастӑп. Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, пирӗн кунта, артиллерире, йӑли ҫапла. — Кӗнекесем пирки, — хушса хунӑ Фома. Анчах ухмах — пур чухне те хӑйӗн вырӑнӗнче мар, ҫавӑнпа та: ҫӗр ҫинче пурте вырӑнлӑ, тесе калама ҫук… Вӑл акӑ вилнӗ, анчах кунта пӗр пӑхӑрҫӑ пурччӗ, ӑна шутран кӑларса пӑрахмалла ӗнтӗ. Питӗ сивӗ сывлӑш юхӑмӗ килсе ҫапрӗ те иртсе кайрӗ, вӑл пӗтӗм йывӑҫ ҫулҫисене хускатса хӑварчӗ, кӑвайт ҫинчи кӗле ҫӗклентерсе, ӑна тӑман вӗҫтернӗ пек вӗҫтерсе салатса ячӗ. Вӑл, сӑмахӗ май, аллине ҫавӑрса, стенасем ҫине, мебель ҫине тата ытти япаласем ҫине кӑтартнӑ. — Сталин кресло ҫине меллӗреххӗн ларчӗ те аллине пирус коробки патнелле тӑсрӗ. Вӑл ытла шухӑ хӑтланни, минутсерен тенӗ пек мӗн те пулин кӗтмен япала туртса кӑларни ашшӗне хӑпартланӑ. Анчах унӑн мадамне мисс Жаксона — питне писев сӗрсе, куҫхаршисене сӑрласа ҫӳрекен, ҫулталӑкра икӗ хутчен Памелӑна вуласа тухакан, ҫавӑншӑн икӗ пин тенкӗ илсе тӑракан, ҫакӑн пек варвӑрла Раҫҫейре вилес пек кичеммӗн пурӑнакан хӗрӗх ҫулхи типтерлӗ те чӑркӑш хӗре — тем пекех тарӑхтарнӑ. «Мӗншӗн мана капла тав тӑвать вӑл?» — шухӑшларӗ Павел Петрович пӗччен юлсан. Мустангер ҫакӑн пек пулассине сиссе, ҫавӑн пекех хӗҫпӑшал кӑларчӗ те хирӗҫ, кӗтсе, хатӗрленсе тӑчӗ. Шыв Уэлдон миссис урисем патне ҫитрӗ, вӑл ывӑлне аллине тытрӗ. Гленарванпа унӑн тусӗсем вӑл ыйтнине хапӑл тусах йышӑнчӗҫ. Манӑн ӑна хӑйӗн инкекӗсене тепӗр хут аса илтерес килмерӗ, ҫавӑнпа чӗлхе ҫаврӑнмарӗ. Калама тытӑнсанах, унӑн куҫне тупӑкра выртакан виле хырӑмӗ ҫинчи ылтӑн хутаҫҫи-мӗнӗпех курӑнса каять тесе шухӑшлатӑп. — Кайӑр, атте, — терӗ Марийка. Манпа юнашар уйпа утса пынӑ чух, вӑл манран рабочисем хушшинче палланӑ ҫынсем пурри-ҫукки ҫинчен, эпӗ мӗн вулани ҫинчен, манӑн пушӑ вӑхӑт мӗн чухлӗ пулни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, ҫав хушӑрах, сӑмах майӗн ҫапла каларӗ: — Сирӗн булочнӑй ҫинчен илтнӗ эпӗ, — эсир пустуй ӗҫпе хӑтланнинчен тӗлӗнмелле. Эппин епле эсӗ ӑна ирхине пӗр-пӗччен… хваттерте хӑвартӑн-ха? — Иван Иваныч, чунӑм, — терӗм эпӗ таҫтан инҫетрен ахӑрашса шавлакан кӗрхи ҫил витӗр тухса хӑйӑлтатнӑ сасса илтсен, вӑл сасӑ пӗртте Иван Иваныч сасси пек туйӑнмарӗ — Санпа Саня Григорьев калаҫать. Вара ура ҫине тӑтӑм. Сӑмах май каласан, эпӗ пистолетсене ытларах юрататӑп. Ҫичӗ пинӗ вӑрман хакӗн виҫҫӗмӗш пайӗ анчах пулнӑ. Халь эпӗ хам ӗнер айванла пулнӑшӑн сиртен кирлӗ пек каҫару ыйтманнине аса илтӗм. «Халӗ таса чиркӳсем те пирӗн мар пулса тӑчӗҫ ӗнтӗ, акӑ мӗнле вӑхӑтсем килсе тухрӗҫ». Калинин ячӗпе тӑракан колхоз тинӗс хӗрринелле анакан сӑртӑн кӑнтӑр тайлӑмне вырнаҫнӑ. Пирен ҫулҫӳревре паллӑ ӗҫсем нимӗнех те пулмарӗҫ. Давыдов кӑмӑлӗ туртмасӑрах килӗшрӗ. Ай-яй! — Эсир ӗҫ тупатӑрах пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ, анчах халӗ саманисем йывӑр ҫав. Тррр, чарӑн! — ҫурма сасӑпа ӳкӗтлесе чӗнчӗ Макар, шуйханса кайнӑ лутра лаши патне хыҫалтан пырса, ӑна ҫилхинчен е йӗнер пускӑчинчен ярса тытма хӑтланса. Анчах вӑл хӑй кӳршине чипер итлесе ларманшӑн айӑпне те тивӗҫлипе чӑтса курчӗ; Нечо ӑна тав туса курка шаккарӗ, эрехӗ Стефчовӑн шап-шурӑ брюкийӗ ҫине тӑкӑнчӗ. Вӑта ҫӗр тинӗсӗ хӗрринче вӗсем Атлантсен пӗрремӗш колонине ҫапса аркатаҫҫӗ, парӑннисенчен Хӗвел ҫӗр-шывӗ ӑҫта вырнаҫнине пӗлеҫҫӗ. Ирӗксӗрех Марья Васильевна та аса килчӗ, эпӗ вара хам хӗрарӑмсене нихҫан та ӑнланас ҫук тесе шутларӑм… Ыттисем ӗҫеҫҫӗ — ним те мар, анчах мана хӑстарать…» — Е эп сана кӳрентертӗм-и? — Ларӑр эппин. — Эпӗ унта ҫулталӑк та хӑналанма пултаратӑп! Анчах лешӗ ӑна илтмест те, вӑл паҫӑр хӑй Нестеренкӑпа мӗн калаҫнине аса илсе тӑрать. Тепӗр самантран вӑл тутлӑн хӑрлаттарса ҫывӑрчӗ. — Ҫула тухма вӑхӑт мар-и пире? — ыйтрӗ Дик Сэнд, ҫак калаҫӑва татас тесе. Йывӑр аманнисен пурнӑҫӗ хӑйсен госпиталӗнчи палатинчен аякках каймасть. Суя вӑйсене ӗненекен Ҫӗнӗ Зеландин ҫыннисем аслати авӑтнине Нуи-Атуа турӑ ҫилленсе кӑшкӑрни тесе, ҫиҫӗме — унӑн ҫилӗллӗ куҫӗсем чалтӑртатса пӑхни тесе шутлаҫҫӗ. — Апла пулсан, тархасшӑн, сарайне каяр. — Кӗҫех хӗл ларать. — Халӗ те ҫук-и? — Мӗнле апла? Унтан инҫетрех мар салху октавист Митропольский, вырӑнтан кӑларса янӑ дьякон евӗрлӗ, вӑрӑм ҫӳҫлӗ мӑн ҫын, сӗтел ҫинелле тайӑнса ларать, ӳсӗр пичӗ ҫинче унӑн тем пысӑккӑш куҫӗсем пур; вӑл хӑй умӗнчи эрех черкки ӑшнелле пӑхать, ӑна илсе ҫӑварӗ патне илсе пырать те каллех хуллен, ним сасӑ тумасӑр сӗтел ҫинелле ларать, — темшӗн ӗҫсе яма пултараймасть. Персидски!.. — Кирлӗ мар музыка! Шӑхӑрма пуҫласанах ӳкӗте те кӗртет, ҫураҫтарать те. Ун чухнехи схоластика, грамматика, риторикӑпа логика пурнӑҫра пачах та кирлӗ пулман, вӗсене нихӑҫан та нимле усӑ та паман. — Питӗ кирлӗ ӗҫсем вӗсем, — терӗ Вышимирский, — питех те кирлӗ, задани панӑ-ҫке-ха пире. Вӗсен тӳремре виҫ ҫӗр салтакӗ выртать, чӑннипе вара ҫар сахалтан та вун пилӗк пинрен кая марччӗ. Токарев часах ответ памарӗ. Ну, мухтав сана, туррӑм, тетӗп, вӗлертӗм! Онбашийӗн хӗрелнӗ пит-куҫӗнче хурланнӑ сӑнар палӑрчӗ. — Сирӗн айӑпсене кӑтартса памашкӑн инҫех каймалла мар, — терӗ Гленарван. Вӑл шухӑшлатчӗ-ха вара… итле-ха, вӑл сана ӑнран каясса ҫити юратса пӑрахнӑ, мӗскӗн. Тен, вӑл ҫак пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑрах шӑппӑн тунӑ каварлӑха сиснӗ пуль? Калаҫмашкӑн тема тупнӑшӑн Лена савӑнса кайрӗ. Эпӗ Королева ҫинчен вӗсенчен ытларах пӗлеттӗм вӗсем эпӗ мӗн пӗлнине ан пӗлччӗр тесе хӑраса тӑраттӑм. Вӗсем иккӗшӗ те, ывӑнса ҫитнӗскерсем, темрен хӑраса тата пӗр-пӗрин патне пыма хӑяймасӑр, нумайччен никама кирлӗ мар япаласем ҫинчен калаҫкаласа ларчӗҫ. — Тус вырӑнне хуракан ҫыннӑм манӑн пӗрререн-пӗрре, ку вӑл — эсир. Ӑна васкамасӑр, салхуллӑн ответлерӗҫ: — Кӗр ҫитрӗ, комиссар юлташ. — Эсир, шанатӑп эпӗ, вӑрҫман пулӗ-ҫке? Генрие курсан, ман пуҫа ҫавӑн пек шухӑш килнине эпӗ суд умӗнче тунмастӑп. Этем мӗн чухлӗ кӑна вилмест, ҫапах ун шучӗ нумайлансах пырать… Хулхушшине чӗрӗ фазан хӗстерсе тытнӑ Назарка, йӗплӗ хулӑсене сиркелесе, сукмак ҫине тухрӗ. — Графиньӑшӑн пулсан, ним те мар. — Тупатпӑр, вӗсем ҫӗрле инҫете каймаҫҫӗ, — терӗ вӑл, тусанланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ тутӑрне пичӗ ҫинчен сирсе. Часах чирлӗ ҫынна татах ҫавӑн пек тепӗр парне парса хӗпӗртеттернӗ. — Ҫак ҫула кайса килсен, Бристольре мӗнле курӑнӑр-ха, эсир? «Тӗлӗнмелле, ара, — хӑйпе хӑй калаҫрӗ Ромашов, — ӑҫта-тӑр вуланӑччӗ эпӗ этем пӗр ҫеккунт та шутламасӑр тӑма пултараймасть. Эпир «ӑнланмалла мар вырӑс ҫынни ҫинчен», пирен Тӑван ҫӗршывӑн «пӗлмелле мар вӑрҫӑ потенциале» ҫинчен пирӗн тӑшман ирӗксӗрех «пӗтӗм чӗререн» каласа панине илтсе мӑнкӑмӑллантӑмӑр. Унӑн чӗри ҫук. Йывӑррӑн утни илтӗнсе кайрӗ те клумба хыҫӗнчен хулпуҫҫийӗ урлӑ кутамкка ҫакса янӑ, ҫителӗклех самӑр господин, — ют ҫӗршыв ҫынни пулмалла, — утса тухрӗ, вӑл ҫулҫӳревҫӗсен чӑрсӑр йӑлипе сак ҫинче ларакан мӑшӑр ҫине пӑхса хыттӑн ӳсӗрсе илсе, малалла иртсе кайрӗ. Хутора ҫитрӗм те мӗн пулни ҫинчен пӗтӗмпех Давыдова каласа патӑм, вӑл аллипе пуҫне ярса тытрӗ те мана кӑшкӑрать: «Эсӗ вӗсене япӑх пӑхнӑ!» — тет. Ҫапла, калама ҫук ырӑ пирӗн правительство, калама ҫук ырӑ! Иван Никифорович нанкран ҫӗлетнӗ сарӑ-хӑмӑр касакинне тӑхӑнатчӗ те, вӗсем, алӑран алла ытакланнӑ пек, чиркӗве каятчӗҫ. Вара Иван Ивановичӗ, витӗрех куратчӗ те вӑл, урам варринчи пылчӑкла лупашкана-и, е урӑх чыссӑр япалана асӑрхасан, ун пек япаласем Миргородра пулкалатчӗҫ ӗнтӗ, яланах Иван Никифоровича систеретчӗ. «Сыхланарах утӑр, кунта ан пусӑр, ытла таса мар кунта», тетчӗ. — Ҫапла, — терӗ пичче ӑсран кайнӑ ҫын пек. Мошенникӑн ыйтӑвӗпе харсӑрлӑхӗ мана ҫавтери кулӑшла пек туйӑнчӗҫ те, эпӗ кулса ямасӑр чӑтаймарӑм. Эй турӑ, турӑ, пурте пит аван-ҫке! Павел ҫак туйӑма нумайччен пусараймарӗ. Ку ӑна ҫав тери хытӑ пӑшӑрхантарчӗ, вӑл куншӑн хӑйӗн пӗртен-пӗр, юлашки патрунне ҫухатнӑпа пӗрех пӑшӑрханчӗ. Сасартӑк сунарҫӑ хӑй ларнӑ ҫӗртен пӗр ҫирӗм футра ҫӗлен шунине курах кайрӗ. Ирхине ирех вӑл сӑмавар тасатрӗ, чей вӗретрӗ, ним шавсӑр чашӑк-тирӗк хатӗрлерӗ те, кухньӑра ларса, Николай вӑранассине кӗтме тытӑнчӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле хӗрачасене тӗрлӗ енчен ӑс паракан пӗчӗк кӗнеке чиксе ҫӳретчӗ. Карчӑк тухрӗ, вара, темиҫе минутран, чӗриклетекен картлашкасем тӑрӑх хӑпарса, пӳрте Лукашкӑн чӗлхесӗр аппӑшӗ кӗчӗ. — Ку нимех те мар, эпир ӑна тупса паратпӑр. Ларатӑр эсир, тӗслӗхрен, каҫхине хӑвӑр пӳлӗмӗрте, сасартӑк сире пӗр кӗтмен, шутламан ҫӗртенех шиклӗх ҫавӑрса илет, эсир чӗтрене еретӗр, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхма та хӑю ҫитерейместӗр. Анчах эпӗ хама хам ҫав тери телейлӗ туйрӑм; хӑй калашле, хӑнк та тумарӑм, хамран тӑрӑхласа кулнине те, хам ҫине куҫ хӳрипе пӑхнине те ним тӗшне хумарӑм. Ку ыйту пирки ответ пама та йывӑр. Пирӗн калаҫу вӗҫленсенех майра ларчӗ те йӗрет: «Эсир мана улталарӑр, эпӗ чылай ҫывӑхарах вӗҫмелле тесе шухӑшланӑччӗ». Наровчат уесӗнченччӗ пулас? — Пултаратӑр пулсан, калӑр-ха, — тесе ыйтрӗ Джемма хӑюсӑр, — мӗнле майпа-ха эсир ҫирӗм ҫултах ҫавӑн пек инҫе ҫӗре лекнӗ? Вуннӑмӗш кругра Ривэра икӗ хутчен сылтӑм аллипе тӑшмана янахран ҫапса илнӗ. Тӗл пулмасан, манӑн чӑтлӑха кӗрсе ҫакӑнмалли ҫеҫ юлать. Атте те, анне те, Мери Энн та чирлӗ. Хӑшпӗр каҫсенче вӑл рома тайкаланма пуҫличчен ӗҫетчӗ, ун чухне вара трактирах юлатчӗ те, пӳлӗмре лараканнисенчен нихӑшин ҫине те ҫавӑрӑнса пӑхмасӑр хӑйӗн ӗлӗкхи, тискер те хаяр юррине юрлатчӗ. Ҫеккунтлӑха ӑна пӗҫертекен те куҫа шартарса яракан ҫак ҫутта музыка хумӑн-хумӑн пертерсе тӑнӑн, пӑхӑрӑн савӑнӑҫлӑ ахрӑмӗсем ҫӳлтен, тӳперен, хӗвелтен татӑла-татӑла ӳкнӗн туйӑна каять. Американец ахӑлтатсах кулса ячӗ. — Ҫук. Вӑл вӗсене хӑйсен пӗр пысӑк вӑрттӑнлӑхӗ ҫинчен, астутарчӗ, вара тинех ачасем кӑшт савӑнса кайнӑ пек пулчӗҫ. Люба сан пата хӑй ҫырасшӑнччӗ, анчах виҫҫӗмӗш листине ҫурса пӑрахрӗ ӗнтӗ: «Атте тӑрӑхлама юратнине пӗлетӗп: пӗр йӑнӑш тупсанах, вӑл пурне те кӑтартӗ», — тет. Курасса вара эсӗ мана эп Аминодава урапипе мункун уявӗнче иртсе пынӑ чух курнӑ. — Эс питӗ лайӑх пӗлетӗн, эпир пушхирте, унта никам та ҫук! — Намӑссӑр! — терӗ вӑл, чунтан тарӑхса, хӑй кӑштах йӗрсе яратчӗ, чӑлана кӗрсе пытанчӗ. Арӑмӗ ун алӑкӗ патне чӗрне вӗҫҫӗн пыра-пыра итленӗ. Г-жа Лора алӑри кучанне ӳкерсе кӑшкӑрса тӑкнӑ: — Ах, ватсупнӑ! Половцев, ҫӑм чӑлхапуҫӗ вӗҫҫӗнех, малти пӳлӗм алӑкӗ умӗнче тӑрать. Килте эпӗ ращара улпутпа калаҫнине пӗлсессӗн, мана аван пулмасть; ман атте, тимӗрҫӗ Ваҫили, мана вӗлерес патне ҫитериччен хӗнет». Вӑл, ӑна турӑ пӗлет-и тен, темле тӗрӗс мар шутлать те, сехетсерен вӑйя малалла тӑсса пырать, пӗр сӑмахпа каласан, — хама ирӗке вӗҫерӗннӗ ачапа пӗрех тыткалатӑп. — Вучахӗ пур иккен те, апла пулсан хутмаллине те хӳшӗ таврашӗнчех тупма пулать ӗнтӗ, — тесе хучӗ майор. Аллӑмӗш палата тесе чирлисем вилнӗ ҫынсене хуракан пӳлӗме каланӑ. Ҫывӑрас умӗн Яков Лукич хӑюлӑха пӗр стакан эрех ӗҫрӗ, ҫӗрӗпех канӑҫлӑ, тӗлӗк курмасӑр ҫывӑрчӗ, ирхине ӑна чун кӗчӗ. Хӗвел тухнӑранпах тӳпене пӗлӗтсем карса тӑраҫҫӗ. Чунӑн ҫӑлӑнӑҫӗ ҫӗр ҫинчи уй-хирсенчи мар, райри айлӑмсенче! Ҫакна пула эпир хамӑр сӑмсасене курма пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен вӗсем пурте уйӑх ҫинче пуранаҫҫӗ. Сучок пуҫне усса тата авалхи йӑлапа аллине ҫурӑм хыҫне тытса хӑйӗн вырӑнӗнчех тӑрать. «Кур-ха ҫав анкӑ-минкӗсене, мӗн тӑвасшӑн вӗсем!» — терӗ Иван Никифорович, пуҫне ҫӗклесе. — Ну, Базаров господин хӑй мӗнле ҫын? — ыйтрӗ вӑл тӑсарах. — Ҫиллес тата Петрпа пӗр сӑнлӑ… ӑнланатӑп, — терӗ Макҫӑм, тем шухӑшласа. Алӑкне вара ҫав карчӑк мар, пӗр хура кӗпе тӑхӑннӑ типшӗм хӗрарӑм, хам палламанскер, уҫрӗ. — Ҫапла! — терӗ Саша шухӑшлӑн. Праҫникӗ тивӗҫлипех чаплӑ пултӑр тесе, плантаторӗ укҫи таврашне хӗрхенмен. Анчах мужиксем ҫине сиввӗнтерех пӑхатчӗ те мана асӑрхаттаратчӗ: — Эсӗ вӗсем ачаш калаҫни ҫине ан пӑх, вӗсем — чее халӑх, суеҫӗ, эс вӗсене ан ӗнен! Мана кӑларса ярасси вара пӗтӗмпех унтан килет. — Мана, юлташ, ҫӗнӗрен чӗрӗ ҫынсен списокне кӗртмелле те мастерскойсене ӗҫлеме ямалла. Карап ҫинче пассажирсем, пӗчӗк ачаллӑ хӗрарӑм пур, ҫакӑ лару-тӑрӑва тата ытларах кӑткӑслатрӗ. Ҫакӑ пысӑк шапа мана чи илемсӗр чӗрчун пек туйӑнчӗ. Эпӗ нумайччен пӗр пӗччен, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр, арҫынӑн кӑшт хӑрӑлтатакан лӑпкӑ сассине итлесе лартӑм. Нимӗн кӗтмесӗрех иккӗмӗш меле тытӑнмалла. — Пурӑнӑҫа кашни самантрах паллӑрах пулмалла тӑвас пулать, — терӗ Аркадий шухӑша кайса. Анчах вӑл ҫын кӗтсе тӑма пӗлмест вара, вӑл ҫутҫанталӑка та хӑваласа иртсе каясшӑн васкать. Вӑл каллех полковник килсе, ӑна ҫӗнӗ допрос туса асаплантарать пулӗ тесе шухӑшларӗ. — А, Белецкий! — сасӑ пачӗ Оленин, аллине тӑсса. Манӑн хуҫа ҫакӑншӑн питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ, вӑл мана кимӗ тума икӗ уйӑх вӑхӑт пачӗ. Сергей тымарсем ҫумне такӑна-такӑна чупрӗ, аллисене юнлантарса пӗтерчӗ, анчах ҫийӗнчех сике-сике тӑрса, ыратнине те сисмесӗр, хӑй кӑшкӑрнине те илтмесӗр пӗшкӗнсе малаллах вӗҫрӗ. Питӗ кирлӗ ӗҫе асӑрхаймарӑмӑр, кунта эпӗ те, паллах, айӑплӑ, факт! Сайра хутра вӗсене уҫӑлса ҫӳрекенсем тӗл пулкаларӗҫ; пурте Марья Николаевнӑна пуҫ тайрӗҫ — хӑшӗсем хисеплӗн, теприсем — ҫав тери пӑхӑнса. Хӗрарӑмсем сана ырри патне илсе пымӗҫ!» Сысна хӑлхи пек, хӑех тӳрленӗ-ха! Дик Сэнд Тома чӗнсе илчӗ те лага пӑрахма хушрӗ. Салтаксем хыҫҫӑн алӑк хупӑнсан, Монтанелли чӳрече сакки ҫине таянчӗ те, Пӑвана лӑпланса ҫитме май парас тесе, анакан хӗвел ҫине темиҫе минут хушши пӑхса тӑчӗ. «Упӑшкине аса илет пулмалла, — кӗскен кӑна шухӑшласа илчӗ амӑшӗ. Caramba! Апла пулсан та, мӗнех вара? Вӑл ҫывӑрмасть, анчах та ӑна тӗлӗк курнӑ пек туйӑнать. — Мускава, ывӑлу патне пырсан, шӑнкӑртаттар, кӗрсе тух, — терӗ Романенко уйрӑлмаллине пӗлтерекен сасӑпа. Хӗрсе кайнӑ самантсенче яланах ҫавӑн пек вӑл. Унта хура питлӗ ҫынсене тӗл пулатӑн. Скваттерсем Кэмден-Бриджери усал ӗҫ ҫинчен вулаҫҫӗ, анчах бандитсем пӗр шайка пуҫтарӑнни вӗсене нимӗн чухлӗ те шиклентермест. Ун чухне Шубин ҫирӗм пӗррене кайнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Кай хӑвӑн пӳлӗмне. Ӑна вырнаҫтарас пулать. Асӑрхаттаратӑп: бандӑна хӑвалама Берездов витӗр кӑнтӑрла хӗрлӗ казаксен сотни иртсе каять. Хӑйӗн вӑрӑмран та вӑрӑм хулӗсене ҫанӑсем ӗшне чиксе ярать, анчах ҫаннисем чавса таран кӑна иккен, хулпуҫҫисем тӗлӗнче пиншакӑн ҫӗввисем ҫатӑртатаҫҫӗ. Вӑл итлеме пуҫланӑ. — Унпа темле урӑхларах пурӑнма пулать. Эпир — ӗҫленӗ, санӑн — ӗҫлемесӗр уҫӑлса ҫӳремелле-и? Анчах ҫапах та манӑн унашкал хӑтланмалла пулман, мӗншен тесен ку вӑл хама хам улталани кӑна пулать. Тӗрӗссипе, эпӗ нимӗн те туймастӑп иккен… — Каллех айванлӑха пуҫӑнатӑр! — терӗ Александра Петровна хыттӑнах. Ҫӗр ҫинчипе пӗлӗт ҫинчи вутсен кӗрешӗвӗн чӑннипех куҫа пӑвса илекен сӑн-сӑпатне Паганельпе Гленарван, хӑйсене темле асамлӑ вӑй тытса хытарнӑ пек, пӑхса тӑраҫҫӗ. Анчах сахалтарах хавхаланнӑ Вильсон вӗсене ӗҫ ҫинчен аса илтерчӗ. Шалта сулхӑн. Эпӗ тин ҫеҫ килсе ҫитрӗм. Ольховкӑра, ту ҫинче халӗ те-ха ҫутӑ, пурте илемлӗ: хурӑнсене те, тӑвайккинчи тӗмесене те, пӳрт тӑррисене те, чӳрече кантӑкӗсене те — пурне те хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ. Ҫӳллӗ ҫын мар, сарлака хулпуҫҫисемлӗ, унӑн кашни хусканӑвӗ шанчӑк кӳртет, хӑй хӑватлӑн курӑнать. Унӑн ӑслӑ пичӗ тин ҫеҫ чӑтса ирттернӗ хӗн-хур йӗррисене кӑтартса парать. Ахалӗн — вил хуть ҫакӑнса, Тӳсме май ҫук — турӑ, каҫарах! Асӑннӑ ҫимӗҫсем вырӑнне эпир тинӗссем леш енчи ҫӗршывсене унти ҫынсене куллен кирлӗ пулакан тӗрлӗ япаласем ярса паратпӑр. Буфетчик мана ун патнелле тӗртрӗ. Асту — ырри пулас ҫук… — Эсӗ шанмасӑр шухӑшласа хӑтланнисем тӗплӗ мар, Кассий. — Ӑҫта-ха Михайла мучи? Анчах синьора Грассини хӑйне мухтаса калаҫнине ҫав тери юратнине Джемма шута илмен: мӗскӗн синьора ҫакна илтсенех пуҫне усрӗ. Енчен вӑл унта пулсан, вырӑнӑмран сикем мар! — Ҫапла, ҫапла… — Сан умӑнта хӑвӑн пурнӑҫ ҫулӗ выртать. — Каллех-и? Икҫӗр доллар — сирӗн. Ӗненместӗп, тет! Акӑ, кӑтартрӑм эпӗ сана уншӑн. Эпӗ минутсемпе кӑна мар, кунпа та кӑна мар — ҫук, эрни-эрнипе пӗр труках хаваслӑ, телейлӗ пулнӑ. Яр уҫӑ чӳречесенчен икӗ сасӑ илтӗнсе тӑчӗ. Ҫак сӑмахсене Пӑван лӑпкӑ сасӑпа, ним ҫилленмесӗр каларӗ те майӗпен ҫаврӑнса, алӑк еннелле утрӗ. Малтанах вӑл, мӑнкӑмӑллӑн йӗрӗнсе, ҫав «айванла шӑхӑртнинче» кулӑшла енӗсене ҫеҫ тупма тӑрӑшса итлетчӗ; анчах ерипен-ерипенех — мӗнле майпа ҫапла пулса тухнине вӑл хӑй те тавҫӑрса илеймест — айванла шӑхӑртни ӑна илӗртсех пычӗ, чӗрене пырса тивекен тарӑн шухӑшлӑ кӗвӗсене вӑл ӑмсансах тӑнла пуҫларӗ. Акӑ ӗлӗксенче лайӑхрах кунҫул курнӑ чухӑн ватӑ почтмейстер ларать; ӑкӑ хула пуҫӗ тата унӑн майри, — мӗншӗн тесен хулара ытти усӑсӑр япаласем хушшинче хула пуҫӗ те, мировой судья та пулнӑ; акӑ тӑлӑх арӑм Дуглас ларать, вӑл пӗр хӗрӗх ҫула ҫитпе хитре те капӑр херарӑм; ырӑ, уҫӑ кӑмӑллӑскер, ҫитменнине тата пуянскер: унӑн сӑрт ҫинче ларакан ҫурчӗ — ҫурт мар, кермен темелле, пӗтӗм хулипе те пӗртен-пӗр кермен. Тупата туршӑн пыратӑп!» Питне-куҫне пӗркелентерсе, мана: «Ухмах! Эсӗ вӗлерме те пултараттӑн вӗт апла!» — тет. Ыйӑхран вӑраннӑ кайӑксем вӗсен пуҫ тӑрринчех чӗвӗлтетсе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Урисем айӗнчи чулсем хӑйпӑнса сӑрт айнелле шавласа анса кайни те таркӑнсене сехӗрлентерсе ӳкерет, вӗсем вара чӗтрекенех пулаҫҫӗ. — Ну, пӑртак та тӑхтаймарӗ пулать, — тенӗ Фома. Унтан Джемма Санин пурнӑҫӗ ӑнманнишӗн хурланнӑ, чи малтанах ӑна лӑпкӑн, пӑшӑрханмасӑр пурӑнма сӗннӗ, тата тӗл пуласси ҫинчен шутламалли те ҫук пулсан та, унпа тӗл пулма хавас пулни ҫинчен ҫырнӑ. Ҫавӑн пек калани питӗ шанчӑклӑ та ӗнентерӳллӗ тухрӗ. Ку йывӑр ӗҫ мар. Республиканецсем пит те айван, кӑвак камзолпа кокарда ҫакнӑ виҫкӗтеслӗ шлепке тӑхӑнсан, пур ҫӗрте те ҫӳреме пулать. Унпа вылякан салтакӗ те, — тармакланса вӗрнипе пичӗ хӑпарса тухнӑскер, кӑвакарса кайнӑскер те куҫӗ шӑвӑҫланса ларнӑскер, — тӑшман пекех туйӑнчӗ ӑна. Ромашов ним чӗнмесӗр пуҫ тайрӗ те хӑй еннелле тӑснӑ алла, калӑплӑ, кӑпӑш та сивӗ алла, чӑмӑртарӗ. Сталин сывлӑх сунчӗ те, Воропаевӑн аллине хӑйӗннинчен кӑлармасӑрах, ӑна сӗтел тата авса тунӑ креслосем патне илсе пычӗ, ҫав креслосенчен пӗрин ҫинче Вячеслав Михайлович Молотов ларать. Эпӗ ӗнтӗ ыран картишне, праҫнике киле кайма васкакан шкул ачи пек, савӑнса тухӑп. Йывӑҫ пек курӑнаканни ахаль тӗм пулса тӑрать; пӗчӗк хӑмӑш та пысӑк йывӑҫ пек курӑнать. Анчах урӑх ӗнтӗ вӑл ӑна нихӑҫан та тӗл пулас ҫук, ку та тӗрӗс, леш тӗнчере ҫеҫ тӗл пулма пултарӗ. Эпӗ ҫакна нихӑҫан та манмастӑп. Пуринчен те ытларах хӑратакан маориецсене те вӑл тӗлӗкре тӗлленмерӗ. Кун ҫинчен вӑл Гленарвана та каласа кӑтартрӗ. Вӑл калаҫни хӗвелпе тулнӑ ҫутӑ пӳлӗмре лӑпкӑн та тикӗссӗн янӑрарӗ. Сунарҫӑсем пӗр сыхӑ тинаму, Талькавӑн страусне, Гленарванӑн пекарине тата Робертӑн броненосецне рамадӑна йӑтса кӗчӗҫ. Темӗнле сӑмахсене вӑл йӗрке хыҫҫӑн йӗрке ҫине-ҫинех калать. Халлӗхе, чӗре ҫакӑнта тапса тӑнӑ чухне, — вӑл Акимӑн аллине вӑйпа туртса хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, Аким унӑн чӗри хыттӑн та хӑвӑрт тапнине туйрӗ, — ҫакӑнта тапнӑ чухне мана партирен уйӑрасси пулас ҫук. — Унӑн ячӗ — Джемма. Чисти инкек ку! Чӑнах та вӗсене Шотландин чи лайӑх парус пирӗсенчен тунӑ, анчах мӗнле пир тӳсме пултарӗ кун евӗрлӗ тӑвӑл асса кайсан? Пурте «ура» кӑшкӑрса янинчен нимӗн те тӗлӗнмелли пулмарӗ. Анчах вӗл ҫав тери харӑссӑн та чӗререн янраса кайнипе, эпӗ ҫав минутра, ҫак ҫынсем хӑйсемех пире вӗлерме хатӗрленнине аран-аран ҫеҫ ӗненме пултарнӑ. Пӗрре ҫаврӑнса килнӗ хыҫҫӑн Наумов хӑйӗн вӗренекенӗшӗн шикленме пӑрахрӗ. Ҫутӑ сӳнчӗ, экран ҫинче пӗр ҫӳлӗ ҫын курӑнса кайрӗ, пиртен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкпе хӑй, аттине те пиртен ҫӗлетнӗ, чӗркуҫҫи тӗлӗнче ӑна чӗнпе туртса ҫыхнӑ. Мӗнле ҫӗнӗ хӑватпа ялкӑшма пуҫларӗ ман чӗремре юрату! Кунтан лайӑхраххине ним те кӗтмелли ҫук пек ӗнтӗ. — N`est се раs terrible, la triste besogne, que nous faisons? — Кольхаун каялла таврӑнсан, эсир ун ҫине астуса пӑхрӑр-и? — тесе ыйтрӗ пехота капитанӗ. Гудок, шӑв-шав, оркестр кӗрлет. — Ҫапла, сэр, — терӗ вӑл. — Питӗ те лайӑх ӳкернӗ. Серёжа вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Тен, хӑех сикнӗ пуль… Тӑванӑмсем, хӗрхенсемӗрччӗ! Йӗкехӳресене патакпа пемелле пулсан, чӗвен тӑрса аллуна пуҫ тӑрринелле ҫӗкле, ҫакна мӗнле пулсан та мелсӗртерех тума тӑрӑш, пилӗк-улт утӑм чухлӗ аяккарах лектер. Сивӗ, юр пӗрчисем чӳречерен вӗҫе-вӗҫе кӗреҫҫӗ, ҫаврӑнаҫҫӗ, хулпуҫҫи ҫине киле-киле ӳкеҫҫӗ, ирӗлсе каяҫҫӗ. Тӗп хули ҫинчен кӗскен пӗлтерни. Куҫ виҫейми анлӑ та лӑпкӑ тавралӑхра, кимӗ пуҫӗнче ларса пыракан ҫын, ирхи ҫутӑпа вилнӗ ҫыннӑнни пекех шуралса кайнӑ питне ҫӗклерӗ те, руль патӗнче лараканнине куҫран пӑхса:— Эпӗ, — эсир хушнипе персе вӗлернӗ канонирӑн шӑллӗ пулатӑп… — терӗ. Анчах лайӑх ҫынсем мӗн ӗмӗтленнине эпӗ те майӗпен ӑнланатӑп… Кибитка комендант пӳрчӗ умне пырса тӑчӗ. Анчах Лося вӑл ытарайми ҫак ҫут ҫанталӑка халӗ тин курнӑн туйӑнать, — куҫӗсемпе хӑлхисем уҫӑлчӗҫ, вӑл япаласен ячӗсене пӗлет. Тепӗр хӗрӗх пилӗк миллион ҫултан унта шӑпах ҫитме пулать! Каҫ пулас умӗн Андрей Разметнов хӑйпе пӗрле ӗҫленӗ чухӑнсенчен тунӑ пулӑшу ушкӑнне килӗсене салатрӗ, раскулачить тунӑ Гаевӑн картишӗнчен конфискациленӗ пурлӑха юлашки лав ҫине тиесе Титок килне, кулаксен пурлӑхӗсене пурне те турттарса пуҫтарнӑ ҫӗре, ӑсатрӗ, хӑй ял Советне кайрӗ. Ҫавӑнтах шалта шӑнкӑравсем шӑнкӑртатса илчӗҫ, ҫынсем унта-кунта шавлӑн чупкалама пуҫларӗҫ; пысӑк алӑк патӗнче хура фрак тӑхӑннӑ ырӑ сӑнлӑ ҫынсем курӑнса кайрӗҫ, ылтӑнпа эрешленӗ тумтир тӑхӑннӑ швейцар карета алӑкне яр уҫса ячӗ. Эпӗ таҫта йывӑҫ ҫинче ларатӑп та пӗчӗк кайӑксене сӑмах калатӑп тесе шутлать пулӗ вӑл хӗрача. Сехӗрленсе ӳкнӗ ушкӑн ниҫта кайса кӗреймесӗр чупкаласа ҫӳренине пӑхса тӑма та хӑрушӑ. Зубов хӑйӗн кӳршипе, Маякинпа, калаҫса ларнӑ. — «Во еже устроити корабль» кӗлли, — тенӗ Зубов — буксира тата ҫырма пӑрахутне мая килмест, тӗрӗссипе — килмест мар — вӑл ҫеҫ ҫитмест… — Хам мӗн пултарнине, пӗтӗмпех тӑвӑп, — терӗм эпӗ. Пурте, пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах тенӗ пек, чипер Оксанӑна мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпар пӗлтерме васкаҫҫӗ, юрласа ҫӳренӗ чух пухма ӗлкӗрнӗ апат-ҫимӗҫсемпе мухтанаҫҫӗ, хутаҫӗсенчен пӗчӗкрех ҫӑкӑрсем, колбасса, хуран куклисем кӑларса кӑтартаҫҫӗ. Колчо ун еннелле ҫаврӑнчӗ. — «Австралиазин» юлашки номерӗ, — тесе хушса хучӗ Майкель Паттерсон, — темӗнле Морилен ҫинчен каласа парать. Вӑл ҫын вунултӑ ҫул тыткӑнра ирттернӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ҫавӑрӑнса ҫитнӗ. Каҫхи апат валли чӗр какай пулассине эпӗ сиснӗ ҫав. Тата мӗнле какай! Карап ҫинчен хамӑн вунвиҫӗ матроспа пӗрле тухса кайнӑ чухне Иван Львович мана Гидрографи управленийӗн начальникӗ патне (халӗ вӑл ҫӗре кӗнӗ) пакет, сирӗн пата ҫыру парса ячӗ. Ак мӗн! «Томран ҫитес вӑхӑтра е аслӑ ҫар ҫынни е аслӑ юрист пулать, — тенӗ Тэчер судья. Халӑх санпа лайӑх, анчах сана ҫав йӗркесӗр ҫыхӑнушӑн шеллеҫҫӗ — ӑнлан, шӑпах шеллеҫҫӗ. Ӑна сӑнӑ пӑрахнӑ пек ямаллаччӗ, хыҫалалла туртӑнарах тӑрса, аллӑма сулӑнтарса, пӗтӗм пӗвӗмпе малалла туртӑнмаллаччӗ. Пусми пӳртӗн тул енче, унпа ҫӳлти хутӑн кайри пӳлӗмӗсене кӗреҫҫӗ. Тӳпери сапаланнӑ юр пек курӑнакан ҫӳхе пӗлӗтсем ним хускалмасӑр тӑраҫҫӗ… Вӑл пысӑк куҫлӑ, ҫакӑ ун питне ытармалла мар чипер сӑнар кӗртет, хальхи мухтавлӑ сехетре унӑн ҫиҫсе-йӑлкӑшса тӑракан пит-куҫӗ пит чеченӗн курӑнать. — Мӗн пулчӗ вара, Том? Ҫамрӑксем тухса кайрӗҫ. — Персе вӗлермелле приговор йышӑнчӗҫ! — тесе пӗлтерчӗ вӑл. «Голова! Эпӗ пынӑ ҫӗре вӑл ҫула тухма хатӗрленсе ҫитнӗ-мӗн. — Вӑл Цимбал мӗн тумӗ, — терӗ Левицкий. Анчах утлӑ ҫар хӑйне тапӑнма хатӗрленнӗ Зарудницӑран пӑрӑнса каять те поляксен ҫарӗсен хыҫне пырса тухать. Силвио темӗнле шухӑш пуснӑ пек пӑхать; унӑн паҫӑрхи савӑнӑҫран нимӗн палли те юлмарӗ. Аннеҫӗм, чунӑмҫӑм, мӗнле савас тет, ҫапла савать вара! Хальхи ҫынсем пурте пӗтмелле, мӗншӗн тесен, хӑйсем камне пӗлмеҫҫӗ… — Апла пулсан, унӑн пурлӑх пулмалла? — Мӗнле ҫын ку? — ыйтрӗ Санин. 1854 ҫулхи январӗн 14-мӗшӗнче Ливингстон балунда йӑхӗнчи патшасенчен чи вӑйлӑ патша резиденцине Шинтене пырса кӗнӗ. Час-часах вӗт пӗр-пӗринпе туслӑн килӗшекен ҫамрӑк ҫынсене вӗҫӗмсӗрех пӗр майлӑ шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ. Виҫӗ хутчен хывма памастӑн, тӑваттӑмӗшӗнче хывтар вара. Ҫак вӑхӑтра вӑл сана виҫӗ хутчен чуптӑвӗ, эсӗ ҫак кӗмӗлсене ӑна пар та: сана парнелетӗп, манӑн тарҫӑм, манӑн шӑпамҫӑм, те! Ӑна хирӗҫ коляска пынӑ, вӑл каҫӑн шӑплӑхне, — чулсем тӑрӑх кӗмсӗртеттерсе чупса, пӑрсем тӑрӑх шӑтӑртаттарса ҫӗмӗрсе пынӑ. Вӑл пин-пин пӳлӗмлӗ темӗн пысӑкӑш ҫурт евӗр,пӳлӗмӗсенче унӑн ҫап-ҫутӑ, юрӑ-кӗвӗ, тӗлӗнмелле хитре ӳкерчӗксем, ӑслӑ, хӳхӗм ҫынсем, кулӑ, ташӑ, юрату — искусствӑра мӗн аслипе хаярри пур, ҫавсем пӗтӗмпех. — Сана ӑса вӗрентсе ҫитерме ҫук, тӑрӑшма та кирлӗ мар! — тесе хытах ӳпкелерӗ. Урӑх эпӗ нимӗн те тума пултараймастӑп. Акӑ ӗнтӗ юлашки траншея, акӑ ӗнтӗ хӑйӗн ротин ӗлӗкхи командирне палласа илнӗ П. полкри салтак сасси, акӑ ӗнтӗ 3-мӗш батальон, хӳме ҫумне йӑпшӑнса, тӗттӗмре тӑрать вӑл, самантлӑха ӑна тупӑсенчен пӗрхӗнсе тухан вут ҫути ҫутатса илет, сыхланарах калаҫнисем, пӑшалсемпе шаклаттарнисем илтӗнеҫҫӗ. Тӗттӗмлене пуҫларӗ. Пӗчӗк кӗпер ҫинчен аннӑ урапа ланкашкара лӑнк сиксе илсен, Степан Бояркин тилхепе тытса пыракан Серьга Хахая, Ольховкӑри лавкара ӗҫлекенскерне, хулпуҫҫийӗнчен тӗртрӗ. Ҫук… килеҫҫӗ… А Мишка пӗрмай чӑмлать те чӑмлать, унӑн сӑн-пичӗ ветчина майлӑ пулса кайнӑ, шӗвӗр сӑмси хурлӑхлӑн шӑхӑра-шӑхӑра илет. — Тьфу, макӑракан йӑх! Ефим, кӑкӑрне тем ҫӳллӗш хӑпартса, сывласа янӑ та:— 9-мӗш №-лӗ парӑш ҫӗмӗрӗлчӗ. Мӗншӗн вӗсем чӗрмелеҫҫӗ-ши? э? — Вӑл ҫапах та каҫару ыйтрӗ. Ку мӗне пӗлтерет вара? Гремячий Лог хуторӗн план тӑрӑх кӑҫал 472 гектар ҫурхи суха тумалла, вӑл шутран 110 гектарӗ — ҫерем уҫмалли ҫӗр. Ку компас кӑтартнине улӑштаракан тимӗр татӑкӗ пулчӗ. Мигунӑн пит-куҫӗ асаплӑн турткаланать, куҫхарши сиккелет, алӑ пӳрнисем пулӑ тытмалли хатӗрӗн ҫеклешкисене йӗркелесе, вӗсене напильникпа хӑйраса хӑвӑрт-хӑвӑрт хусканкалаҫҫӗ, чӗререн тухса тӑракан сасси хуллен янӑрать: — Вӑрӑ тесе шутлаҫҫӗ мана. Пачах ӗҫрен татӑлса кайрӗ, эсӗ ӑна ирӗке вӗрентетӗн! — Мӗн вулатӑн эсӗ? Пӗр вунӑ километр кӑнтӑралла шахтӑсенче ӗҫлеҫҫӗ, экспедици чарӑннӑ вырӑна эпир тупман пулсан, кӑштах вӑхӑт иртсен шахтерсем хӑйсем кунта килсе ҫитнӗ пулӗччӗҫ. …Чи малтан пирӗн штурман ҫӗрте выртакан парусина татӑкӗ тупрӗ. — Хӑвна ху юратнишӗнех эсӗ хӑвӑн пуласлӑхна татма пултараймастӑн пулӗ, тетӗп эпӗ. Сӑмах майӗн вӑл ҫапла сӗнчӗ: кама фант тухать, ҫавӑн хӑйӗн тӗлӗкне каласа памалла. Анчах ку ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Ҫитрӗмӗр! Тата тепӗр хут калатӑп: Исландецсен юнӗнчех вӗренме тӑрӑшас йӑла пур: ҫавӑнпа та эпир 1816 ҫулта литература обществи турӑмӑр, вӑл халӗ аталанса чечекленчӗ. Эпӗ те ҫавах: эп сан тилхепӳне ыйтмастӑп-ҫке? — Ма-ха ҫурта ҫулӑмӗ ҫавӑн пек сиккелеме тапратрӗ? — терӗ Полли мӑнаккӑшӗ. Темӗнле тусанпа тулса, тӗтреленсе тӑракан тем аслӑш васанра ҫав ушкӑн шавлӑн пӑлханса тӑнӑ, вӑл арман пӗрмине тултарнӑ тырӑ пек туйӑннӑ. — Мӗншӗн савӑнатӑн? — ыйтнӑ Фома. Эпӗ ӑнлантӑм: халӗ ӗнтӗ лӑпланма юрать, тек мана никам та шырас ҫук. Ватӑ улпут пирӗн ун чухне питӗ хытӑ тыткалатчӗ; мана лайӑх хӗнеме хушрӗ те Мускава атӑ-пушмак ҫӗлекенӗ патне вӗренме ӑсатма хушрӗ. Качча вара эпӗ сана ҫапах та пымастӑп… Ман пата ан ҫывхарӑр: манӑн чир ерекен йышши вӗт. Эпӗ сире те пӗрле илетӗп. Анчах, калӑр-ха, мӗншӗн сирӗн пӑртак та пулин вӗсен хутне кӗмелле мар? Эпир ҫӗнӗрен матроссем пухас тесе, Испани Америкин чӑн ҫывӑхри порчӗ патне ҫул тытрӑмӑр, — ҫӗнӗрен матроссем тытмасӑр киле кайма шутламарӑмӑр. Ҫил тӑтӑшах улшӑнса пирӗн карапа темиҫе хутчен ҫулран пӑрса ячӗ, кунсӑр пуҫне пире, Америкӑна ҫитиччен, икӗ хутчен хаяр штормсене тӳссе ирттерме тиврӗ. Эпир юлашкинчен, илемлӗ хупӑ гаваньре ягорь янӑ тӗле, хӗвел анса ҫитрӗ. Ку вӑрӑ-хурах часах пирӗн крепӑҫе ҫитме шутлани ҫинчен пӗлтернӗ; казаксемпе салтаксене хӑйӗн шайкине куҫма чӗннӗ, командирсене хӑйне хирӗҫ тӑмалла марри ҫинчен каласа ӳкӗтленӗ, хирӗҫ тӑрсан, асаплантарса вӗлерессипе хӑратнӑ. Протезсемпе урасемпе ӗҫленӗ пекех ӗҫлеме вӗренес пулать вӗт, — терӗ военврач, ҫемҫелсе. Атту эсӗ ытла пакӑлтататӑн, тӳнтерле тавӑрӑнатӑн, чекист тетӗн тата хӑвна, эпӗ вара ӑнланми пултӑм: е эсӗ чӑнах та крайри ОГПУ ответлӑ работникӗ, е выльӑх-чӗрлӗх сутӑн илекен, йӑпӑлти, пирӗн пек каласан — шибай кӑна… Эпӗ ухмаха ересрен, е аскӑнма тытӑнасран шикленекен пултӑм. Вӑл Сашӑна ҫӗре ӳкерчӗ те пырӗнчен ярса илчӗ. Ерофей Кузьмич чылайччен комендатура алӑкӗнчен кӗреймерӗ. — Эхе! Кунта пӗри пур иккен! Халӗ капитан пулма сана суйласан, эпӗ нимӗн чухлӗ те тӗлӗнместӗп. — Кӗртӗр-ха мана часрах! Эх, эсӗ… Нью-Йорк портӗнчи хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем шыва, мачтӑсене тата таможня ҫуртне ҫутатрӗҫ. — Ватса пӗтерчӗ те ҫавсене, тупӑ валли снаряд турӗ. — Эсир кунта пӑхкалӑр. Пирӗн ӗҫ мӗн пирки те пулин чарӑнсан, эсир кирлӗ ҫӗрте хӗтӗртӗр. — Тин ҫеҫ поста тӑтӑм, комбат юлташ, — тесе красноармеец рапорт парать. Хӑй умӗнче уҫӑ уҫланкӑра мӗн пулнине лайӑхрах курас тесе ҫеҫ Зеб йывӑҫсен хӳттинчех тӑрса юлнӑ. Эсӗ манӑн куҫӑмсен ҫути, эсӗ манӑн чӗрем савӑнӑҫӗ. Вӑл Джеммӑна, Санина курчӗ, — вара, ӑшӗнче темле мӑшлатса, каҫӑрӑлса илчӗ те, вӗсене хирӗҫ вӗҫкӗнле утса пычӗ. Ҫапла вӑл нумайччен калаҫрӗ, сӑмахӗсем варӑ асра нихҫан манӑҫми тӑрса юлчӗҫ, мӗншӗн тесен унашкал калаҫнине эпӗ ҫирӗм пилӗк ҫулхисенчен пӗрремӗш ҫынран илтрӗм, урӑхран илтес те ҫук-и, тен… — Эпӗ Лахлана, хамӑн тӑванӑмсем патне каятӑп, — терӗ ача, — аннене курас килчӗ. Хулари пурӑнӑҫ лӑпланчӗ, пӗр меньшевиксемпе бундовецсем хуҫа пулса ларнӑ хулари управ ҫурчӗ ҫинче вӗлкӗшекен хӗрлӗ ялав ҫеҫ хулара улшӑну пулса иртни ҫинчен пӗлтерсе тӑрать. Тӳпере ҫӳрекен ҫӗнӗ спутник питӗ пӗчӗк пулнӑ. — Килӗшетӗн-и ҫапла?.. Ӗмӗрте манас ҫук! Ыттисем ҫинчен эпӗ сана каласа патӑм. Вӑл Нифонт ятлӑччӗ, пӗчӗккӗ те кӑвакскерччӗ, светуй майлӑскерччӗ, час-часах вӑл хӗвӗнчен ҫарӑк, улма тата пӗр ывӑҫ пӑрҫа туртса кӑларатчӗ те:— Ме-ха, тусӑм, эпӗ сан валли кучченеҫ хатӗрлерӗм, ҫи, — тесе мана тыттаратчӗ. Иван Ларионович парӑннӑ пек йӑл кулса, хуйхӑллӑ, кӑвак сӑмси ҫинчи куҫлӑхне тӳрлетет те, аяккалла утать, пӗр вунӑ сасӑ харӑссӑн юрра хутшӑнса хӑватлӑ юхӑм пулса пӗрлешсе каять те, пӗтӗм мастерскоя сывлӑшалла ҫӗклентерсе ӑна лӑн-лӑн! силлентерсе тӑнӑ пек туйӑнать. Вилессе те вӑл пысӑк хисеппе вилнӗ, унӑн ятне кашни ҫынах ырӑ кӑмӑлпа асӑннӑ. Эй, илсе кайӑр носилкӑна! Колхозӑн пулсан, вара вӗсен тирӗсене те сӳсе илмелле-им-ха! Халӗ каҫхи апата тӑвӑпӑр та, ҫывӑрма выртӑпӑр, — терӗ пичче. Княгиня хӗрӗх пилӗк ҫулалла ҫитнӗ, пӗчӗккӗ, имшер, кичем те вӗчӗхӳллӗскер, кӑвакрах симӗс куҫӗсем илемсӗр, вӗсем ҫав тери ҫепӗҫҫӗн курӑнакан пӗчӗк ҫӑварпа пачах килӗшмеҫҫӗ. Тӗтре ҫӑралсах пырать. Пӑшӑрханнипе тата чун кӑшт шикленнипе эпӗ пӗр самант вырӑнтан хускалмасӑр тӑтӑм, ҫав вӑхӑтра манӑн сулӑ куҫран ҫухалчӗ: ҫирӗм утӑмранах нимӗн те курӑнмасть-ҫке. Ун чухне чӑнлӑхпа ирӗклӗхре илемшӗн пурӑнӗҫ, кам хӑйӗн чӗрипе тӗнчене анлӑраххӑн ыталаса илӗ, кам ӑна тарӑнрах юратӗ — ҫав чи лайӑххи вырӑнӗнче шутланӗ, чи лайӑххисем вӗсем — чи ирӗклисем пулӗҫ, — вӗсенче илемлӗх ытларах! Вӗсем ҫыран тӑрӑхӗнчи кашни кӗтессе, этем ури пусман вырӑнсене, кашни хӑйӑр кӗрчӗсене, ҫӳллӗ ҫырансене пӗр вершукне хӑвармасӑр тӗрӗслесе ҫӳрерӗҫ, мӗншӗн тесен унта океанӑн хумӗсем крушенипе ҫӗмӗрӗлнӗ карап ванчӑкӗсене кӑларса пӑрахма пултарнӑ, анчах катастрофӑн паллисем те, ҫапӑҫу йӗррисем те ниҫта та курӑнмарӗҫ. — Паллах, халӗ ӗнтӗ паллах. Пӗри те чӗнмест. Пурте Андрей ҫине пӑхкаласа илеҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн чаплах мар салтак хатӗр-хӗтӗрне пуҫтарма пуҫларӗ. Ой-ой, мӗн чухлӗ илсе килнӗ! Ыттисем пурте полкри ҫар ҫыннисемччӗ тата икӗ штаб-офицер пынӑччӗ: пӗр полковникпе чылай мӑнтӑр майор. Ҫуйӑхакан шурӑ чайкӑсемпе чӑмкӑҫсем питӗ йышлӑн вӗҫеҫҫӗ. Анчах, Айртона Мария-Терезия утравӗ ҫине куҫариччен, Гарри Грант малтан унта хӑйӗн ҫӗнӗ тусӗсене йышӑнасшӑн пулчӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри уйрӑла-уйрӑла кайса тӑчӗҫ ҫурма ротӑсем, кашни хутӗнчех, вӑйлӑран вӑйлӑ хӑпартланса, пушшех уҫҫӑн та савӑнӑҫлӑн янӑрарӗ полк маршӗн кӗвви. Эвелина усадьбӑра ҫукчӗ. Чи малтанах эпӗ кинжала туртса кӑларма пикенсе пӑхрӑм. Анчах, те вӑл мачтӑ ҫине ытлашши тарӑн тӑрӑнса ларнӑ, те манӑн нервӑсем ытлашши пӑсӑлса кайнӑ, ӑна туртса кӑларма ниепле те май килмерӗ. Манӑн ӳт-пӳ чӗтреме пуҫларӗ. Яланах вара: «курка, матка, курка!» тетчӗҫ. Аплипех эпӗ ҫав мӗскӗн португал ҫинчен каламӑттӑм, ун ҫинчен мана пирӗн ҫамрӑк тусӑмӑр каласа пачӗ. Спасибо! Иртен пуҫласах Кондрат Майданников Атаманчуков ҫумне ҫулӑхать… Анчах манӑн ҫапах та вӑрӑм чӗлхе пур. Паян, акӑ, ҫӗнӗрен, халь нумаях пулмасть, кунта янӑ офицерсенчен пӗрин сухалне хырса тӑратӑп. «Калӑр-ха, — тетӗп, — атаман Петлюра погромсем ҫинчен пӗлет-и, ҫук-и? Анчах тӗплӗ шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хама кӳренме кирлӗ-ши, тесе шутларӑм, мӗншӗн тесен хамӑн положенире мана кӳрентернӗшӗн эпӗ кӳрентерсе тавӑрма пултараяс ҫук. Ҫак ҫӗршывра темиҫе уйӑх пурӑннӑ хыҫҫӑн эпӗ унти ҫынсен пысӑкӑшне те, вӗсен калаҫӑвне те хӑнӑхса ҫитрӗм. Ҫитменнине тата ман таврара пурте ҫав ҫынсен пысӑкӑшне кура пысӑкчӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех эпӗ вӗсенчен хӑрами пулса ҫитрӗм. Эпӗ хама унти ҫынсем хушшинче праҫник чухнехи пек тумтирсем тӑхӑнса капӑрланнӑ, мӑнаҫлӑн утса ҫӳрекен, пӗр-пӗрне чаплӑн пуҫҫапса иртекен, пушӑ сӑмах пакӑлтатса ҫӳрекен акӑлчан лорчӗсемпе ледийӗсен ушкӑнӗ хушшинче чухнехи пек туя пуҫларӑм. Тӗрӗссипе каласан, ман час-часах вӗсенчен корольпе улпучӗсем манран тӑрӑхласа кулнӑ пекех пит кулас киле-киле каятчӗ. Эпӗ, уҫӑлса ҫӳренипе кӑмӑлланса, ҫыран хӗррине пытӑм. Юлашкинчен, кӑнтӑр еннелле ҫителӗклӗ таран кӗтӗм пулӗ тесе шутласа, ҫӑра тӗмесен хӳттипе пытанса ҫӳлелле, кукӑр тӳпи ҫине шуса хӑпарма тытӑнтӑм. — Эпӗ каятӑп анне, — терӗ вӑл. — Эпӗ санпа сывпуллашасшӑн. — Ма чӗнтернӗ вара? — ыйтрӗ Олейник вучах патӗнчен. Пухури халӑх ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗксене хывнӑҫем кукша пуҫсем ҫутӑлса илчӗҫ, арпашӑнса пӗтнӗ тӗрлӗ ҫӳҫсем курӑнса кайрӗҫ. — Тӑрӑр-ха ҫакӑнта, мана кӗтӗр, — пӑшӑлтатрӗ леҫник, унтан, пӗшкӗнсе авӑнчӗ те, пӑшалне ҫӗклерӗ, йывӑҫ тӗмӗсен хушшине кӗрсе кайса куҫран ҫухалчӗ. Джемма гранат йывӑҫҫи айӗнче ним чӗнмесӗр тӑчӗ. «Сирӗл ха аяккалла! сирӗл! пирӗн сысна ку!» кӑшкӑрчӗ ткач, малалла тухса. «Эсӗ мана улталамӑн-и?» Ӑна эпӗ кӑтартса пама тӑрӑшӑп. Кӑкӑр калакӗ сыпӑнчӗ, кӑкӑрпа хулпуҫҫи ҫинчи суранӗсем ӳт илсе юсанчӗҫ, тепӗр темиҫе эрнерен вӑл сывалма пуҫларӗ. Вӗсем барышнясем ҫинчен нумай калаҫатчӗҫ, пӗрре пӗринне, тепре тепӗринне юратса каятчӗҫ, стихсем ҫырма хӑтланатчӗҫ; час-часах ҫав ӗҫре эпӗ пулӑшни кирлӗ пулса тӑратчӗ; эпӗ хавассӑнах стихсем ҫырса хӑтланаттӑм, ҫӑмӑллӑнах рифмӑсем тупаттӑм, анчах темшӗн ман стихсем яланах кулӑшла пулса тухатчӗҫ. — Килте ларнӑ ҫӗртех вилсе пӗтес тесе мар-ҫке-ха эпир ҫапӑҫрӑмӑр фронтсенче. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл ун ҫине пӑхма та хӑнӑхса ҫитрӗ, малтан куҫ айӗпе, чалӑшшӑн пӑхкалатчӗ, хӑй ҫапах та пӗрмай хуйхӑратчӗ, хуллен кӑна хӑйсен юррисене те юрлакалатчӗ, хӑш чухне вара, юнашар пӳлӗмрен унӑк сассине илтсен, мана та хуйхӑ пусатчӗ. Бобетинский тӗттӗм уйрӑм чӑлансенчен пӗрне, пӳлни урлӑ, стаканӗнчи сӑрине сирпӗнтерчӗ. — Ҫитет, господасем… ҫитет, тетӗп-иҫ. Каҫару ан кӗт эппин, явӑл! — Каланӑ сана, юрамасть! — Эсӗ айӑплӑ мар, Гек: эсӗ пӗлмен. Госпитальти койкӑ ҫинче выртнӑ чух, унтан утма, ташлама вӗреннӗ чух, ҫине тӑрса тунӑ тренировкӑсемпе малтанхи вӗҫев хӑнӑхӑвӗсене каллех вӗренсе пынӑ чух, ҫак кун ҫинчен мӗн чухлӗ ӗмӗтленнӗ пуль вӑл! Паттӑррӑн ҫапӑҫакан хресченсен дружини, йӗркене пӑхӑнма юратман пулсан та, сыхланма кирлине ӑнланса, оборона йӗркелерӗ. — Машенька! — терӗ малтанхи карчӑк. — Кам вара, пӗлме ирӗк парӑр-ха? Тен эсир, арпашса кайса урӑх чӗлхене вӗреннӗ… Мак-Набс каласа пӗтереймерӗ. Ученый тарӑхса кайса хулпуҫҫисене силетсе вылятнӑ май каланӑ «оl» ӑна ҫӑварне хуптарчӗ. Вӑл утнӑ, хӑй хыҫҫӑн ҫынсем мӗнле утнине итлекелесе утнӑ. Кунта ни йӑхне, ни арҫынни-хӗрарӑмӗн ятне каламан, апла пулсан, чӗрчун та айӑплӑ пулма пултарать. — Мӗн куҫӑрсене чарса пӑрахрӑр? — ыйтнӑ Фома, хӑйӗн ыйтӑвне каллех илемсӗр ятлаҫупа ӑсатса. Вагонри ҫынсене вӑл:— Манька, ӑҫта манӑн шуҫ савӑт? — тесе кӑшкӑрни ҫеҫ илтӗнчӗ. Пӳлӗмшӗн ҫитес эрнешӗн малтан тӳлесе хумалла, анчах вӗсен доллар мар, пӗр цент та ҫук. Шериф-ага хапха патӗнче ик ҫын хӑварчӗ, хӗҫӗсене кӑларса тытнӑччӗ вӗсем, револьверӗсене авӑрланӑччӗ. Полозов питне ывӑҫ тупанӗпе шӑлса илчӗ. Мӗнле-ха капла ҫаратсах илсе каятӑн? — Акӑ вӗсем вутра мӗнле пӑхнине курам, — тенӗ те атте портрета камина пӑрахма хатӗрленнӗ. — Тав турра, ваше превосходительство, — терӗ исправник, савӑннипе, — ӑҫта-ха вӑл? — Эпӗ ун ҫине алӑ пусрӑм, унта мӗн ҫырнине пурне те ҫирӗп пӑхӑнса тӑма хушрӑм, эпӗ алӑ пуснинчен ҫӳлерех хам ҫырса хуни те пур. — Мӗнле пулсан та, ун сывлӑш ҫавӑрма ҫиеле тухмалла пулатех, — палӑртрӗ Халл капитан. Площачӗ ытла пысӑк пирки, император ирӗк панипе, ун ҫине ирӗклӗнех ура ярса пусрӑм та, патша ҫуртне пур енчен те пӑхса илтӗм. Лосьпа Гусев ларчӗҫ. — Ҫук, ваше превосходительство; вӑл мана ӑнсӑртран ҫакланчӗ. — Мӗн-ха вӑл хура шӑпа тенӗ япала, капитан? — ыйтрӑм эпӗ. Шутлӑр-халӗ, эпӗ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ хупмасӑр ларатӑп… Ну, юрамисӗр ача, сывал кӑна, пӑркӑчлӑп-ха сана, иксӗре те унашкал хӑтланма пӑрахтарӑп! Капитан сасартӑк ҫаврӑнса пӑхрӗ те, пирӗнпе куҫа куҫӑнах тӗл пулчӗ. Унӑн пичӗ ҫинчен хӗвелпе ҫуннӑ тӗс вуҫех кайрӗ темелле, сӑмсине те кӑвак тӗс ҫапрӗ. Унӑн сӑнӗ усал хӑвата курнӑ ҫыннӑн сӑнӗ пек пулса тӑчӗ. Йышӑнатӑп сирӗн умӑрта, эпӗ ӑна шеллерӗм — вӑл сасартӑках ватӑ та типшӗм ҫын пулса тӑчӗ. — Акӑ сана манран — сехет, ме, тыт! Арӑмран — сӑхман валли пустав. Май килнӗ-килмен, пӗр вӗҫӗмсӗр Антипьевна патне чупса кӗретчӗ: «Мадам, же ву при, водкӳ» (сирӗнтен ыйтатӑп эрех), — тет вара. — Питӗ лайӑх. — Вӗсем пысӑк укҫапа выляҫҫӗ-и? Вӑл вӗсене хӑйӗн хӑна пӳлӗмне лартрӗ те пыракансене пурне те сайра тӗл пулакан япала вырӑнне кӑтартатчӗ. Ҫула уҫа тытассишӗн ответли УТЧК. Мӗн тейӗн-ха, чӑнласах та манӑн хама хам тытас хӑватӑм начар пулсан? Тимофей хӑйӗн сӑмахне пӗтерчӗ, куҫӗсене ҫутӑлтарса, ҫапла вӗҫлерӗ: — Пурнӑҫӗ ҫавнашкал: халь банда пулас пулсан, ут ҫине ларӑттӑм та коммунистсен юнне юхтарма пуҫлӑттӑм! — Итлетӗп… 4-мӗш номерлӗ вагон патне вӗсем аран-аран ҫитрӗҫ. — Каяс килмест. Вестибюль сӗтелӗ патӗнче этаж заведующийӗ ларатчӗ, эпӗ унран: телефонпа калаҫма юрать-и, тесе ыйтрӑм, хам калаҫнӑ май, Ромашка каймасть-и-ха тесе коридор тарӑх пӑхса тӑтӑм. Вӑл хӑй хӗрелсе кайнине туйса илчӗ — сайра-хутра хӗрелнӗ вӑл капла — поручик ҫине тек ҫаврӑнса пӑхмарӗ вара, аманнӑ ҫынсенчен текех ыйтса-туса чӑрманмасӑрах, вӗсене сӑнамасӑр-тумасӑрах, сурансене ҫыхса яракан пункталла утрӗ. Крыльца патӗнче халӑх хӗвӗшет. Ҫуран пынӑ аманнӑ салтаксем кӗре-кӗре каяҫҫӗ, носилкӑпа ҫӗклекеннисем аманнисене илсе кӗреҫҫӗ те вилнисене ҫӗкле-ҫӗкле тухаҫҫӗ. Час-часах вӗсем ӗҫме юрӑхлӑ, е тӑварлӑ шывлӑ кӳлленчӗксем тӗл пулаҫҫӗ. Хӑп манран, — терӗ. — Кӑҫал ҫуркунне Палан кӗтесӗнчи виҫӗ мише юпине ҫырман икӗ енне те куҫарса лартнине пӗлетӗн-и эсӗ? Уйӑх пӑнчисем тӑрӑх ҫӑмламас ҫӑмха чупса иртрӗ. Николай Артемьевич тепӗр енне ҫаврӑнса пуҫне чикрӗ. — Хӗпӗртетӗп-ха, питӗ, пите хӗпӗртетӗп. Халӗ пурте ӑшра тарӑхни, вӗсен ҫилли хӑпарса пыни сисӗнчӗ, ҫынсем хӑйсене ирӗклӗрех тыткалама пуҫларӗҫ, шавларӗҫ, хуралҫӑсемпе тавлашрӗҫ. «Шӑтӑр-шӑтӑр-шат-шат!» — хуравларӗ ӑна тӳпе. Вӗсем правлени тӗлнех ҫитнӗччӗ ӗнтӗ, сасартӑк Ҫӑрттан, куҫне чарса пӑрахса, Макара гимнастерка ҫаннинчен ярса тытрӗ: — Макарушка, пусма пултараҫҫӗ! Катя ман ҫине пӑхрӗ те, пӗчӗк чухнехи пек, пуҫне каҫӑртрӗ. — Пӗлместӗп, — хуравларӗ Халл капитан. Сасартӑк вӑл Шурочка хӑйне аллипе ҫӳҫӗ тӑрӑх шӑппӑн та хуллен сӑтӑрса янине туйрӗ. Кӑштах аванланса та кайнӑ. — Тав пулать иккен-мӗн! — Эсӗ кирлӗ мара ан калаҫ, Фелим. Эпир тупрӑмӑр экспедицие, тӗрӗссипе каласан, унтан мӗн юлнине тупрӑмӑр, ҫав район таврашӗнче пирӗн самолетсем почтӑпа Диксона каякан ҫынсене леҫсе, Нордвике, тӗрлӗ машинӑсемпе таварсем турттарса, е ҫӗр кӑмрӑкӗпе нефть, тимӗр тӑпри шыракан геологи партийӗсене леҫсе, вуншар хут та вӗҫсе иртнӗ. Эпир сире хамӑр ухмахлӑха пула алӑ пусса панӑ распискӑсене пире каялла тавӑрса парӑр та кайӑрах хӑвӑр ҫулӑрпа, эпир сире сиен туса тӑмӑпӑр, мӗншӗн тесен хамӑр та вараланнӑ… Пирӗн вара — пӑрлӑ пуш хирсем, вилӗм, тунсӑх… Тата ман учитель Gaston та ман куҫа уҫрӗ. Унтах ручка тата хутсем ҫинче пысӑк пӑхӑр пичет выртнӑ. — Мӗн? пирӗн старик мар-и ҫак? — терӗ Санин, ан асӑрхаччӑр тесе айккинчен хӑвӑрт йӑпшӑнса пыракан, пӗркеннӗ кӗлетке ҫине пӳрнепе кӑтартса. Кунта лӑпкӑ, анчах та хырсем тӑррипе каҫхи ҫил вылять, вӑрман пӗрре ҫывратса ямалла юрӑ ҫеммипе кашлать, тепре шиклентерсе тӑвӑллӑн шавлать. Ҫурта чӑлана ҫутатсан, хайхискер шалт тӗлӗнсе кайрӗ! Кам Бартеньев? — калаҫма пуҫларӗҫ ман ҫывӑхра. Яков Лукич паллакан пӗр казак пӳртӗнче ҫав хутортисем ҫирӗм ҫынна яхӑн пухӑнса ларнӑ. — Магнит йӗппи халӗ те пӗрмаях хӗвелтухӑҫнелле кӑтартать-и? Эпӗ тепӗр ҫулла каятӑп та часах кунта вилсе ҫитетӗп, — терӗ. Халь ӗнтӗ Ольгӑна хӑйне лайӑх мар пулчӗ, Женя вара ун ҫине инҫетрен тарӑхса та кӳренсе пӑхрӗ. Вӑл Софьйӑн аллине тытрӗ те ӑна чӑмӑртаса:— Тавтапуҫ сире! — терӗ. Каллех — аякри-аякри, хавхаллӑ, шӑпӑрт-шӑпӑрт пӑшӑлтату. Тӑваттӑшӗ ҫавӑнтах пытанчӗҫ. — Мӗн… — мӑкӑртатрӗ Берсенев, картах сиксе. Питӗ лайӑх! Тен, сирӗн йыттӑр ҫӗр тенкӗ тӑрать пуль? «Юратусӑр мӗнле пурӑнмалла, — юратмалли никам та ҫук-ҫке» — тесе шухӑшланӑ вӑл. Вара ҫав шухӑшсем, ҫав туйӑмсем ӑна хӑратса пӑрахнӑ. Мӗнле-ха капла? — Леноре фрау, эпӗ асӑрхануллӑ пулассине шанма пултаратӑр эсир! Нумайӑшӗ вӗсенчен, уйрӑмах хӑвӑрт вӗриленсе каякан Марья Кириловна, Дубровские Радклифӑн юрату геройӗ вырӑнне хурса, хӑй ӑшӗнче ӑна кӑмӑлланӑ. — Аван-и, чипер господин? — калаҫма пуҫланӑ старик, пуҫне ӳпкевлӗн пӑркаласа. Чылаях хаклӑ пулсан та, ку парне ӑна ҫукка хӑвармарӗ: малтанхи хут Франкфуртра пулнӑ хыҫҫӑн иртсе кайнӑ 30 ҫул хушшинче вӑл чылаях пуйма ӗлкӗрнӗ. Ҫапла каларӗ те вӑл ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, Джимпа иксӗмӗр нимӗн тӑва пӗлместпӗр — ҫав тери шел старике… — Билль Галлей ӑҫта? — ыйтрӗ Гленарван. Тӗнче пӗтет? — Эпӗ унран ыйтнӑ-им вара, — тавӑрчӗ хӗр. Хӗрарӑмӗ — сӗрӗнсе якатнӑ сӑнлӑскер, ҫийӗнче темӗн чухлӗ матери. Полли мӑнаккӑшӗ ӑна яланхи пек авринчен — хӑлхинчен тытса урайӗнчен тӑратрӗ те пуҫӗнчен пӳрнескепе хытӑ шаккарӗ. Унӑн хура куҫӗсенче темӗнле ҫӗленле тискерлӗх курӑннӑ. — Юргин чӑрӑш айӗнче, типӗ ҫӗрте тӑракан винтовки ҫинелле пуҫне сулса кӑтартрӗ: — лайӑххине лайӑх-ха вӗсем, пустуй ҫылӑха кӗрес мар, анчах ун пек кайӑка тытмалли мар. Вӑл тата пӗр ҫӗрпе ҫеҫ хӑтланмасть: лашасемпе те, тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхпе те, тикӗтпе те, ҫупа та, йӗтӗнпе те, тата та темӗн те пӗрне те хӑтланать. — Ах, хӑямат, чӑнах та ҫапла вӗт! Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ. — Ну, мӗн калатӑн? — Чӗрӗ упӑшкам пур ҫинчех сана качча тухас-и? Вӑл кӗске вӑхӑтлӑха кӑна Ҫӗр орбити хыҫне кӗрет, вара унран инҫетелле сулӑнать те Марс патне 15 миллион километра ҫити ҫывӑхланать. Ку вӑл Ҫӗрпе Марс хушшинчи инҫелӗхрен тӑватӑ хут пӗчӗкрех. — Ну, тӑвансемӗр, тӑратӑр хӑлхасене! — кӑмӑл туллин кӑшкӑрса каланӑ Кононов. Юнашар пӳлӗмре кровать шатӑртатнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ыран эп боецсем хушшинче пулма тивӗҫ. Пуринчен ытла Мартини миссис патне Девоншира чи йывӑр вӑхӑтра: унӑн ачи вилнӗ тата упӑшки вилес пекех чирлӗ выртнӑ кунсенче килнӗ. Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ, сӑмахлама юратман ҫав чӗмсӗр ҫын Кэттишӗн, халӗ ун арки ҫинче выртакан Пашт ятлӑ юлхав хура кушак пекех, пӗр ҫемьери ҫын пек пулса тӑнӑ. Вӑл, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, ҫамрӑк чухне музыка калама вӗреннӗ тата, ытти вырӑс дворянӗсем пекех, начар каланӑ; апла пулсан та, музыкӑна чӗререн юратать. Куна инке ниепле те калаймасть ҫав ята, темле тӗрӗс тухмасть унӑн… Ҫак хыпар хыҫҫӑн автор пысӑк хуйӑха ӳкет. Усӑнса тӑракан улӑм тӑрӑллӑ тӗттӗмрех сарайран шӑхличӗн чӗтренсе вылянакан чӗвӗл-чӗвӗл сассисем тухса вӗҫеҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ, бук ҫулҫисем хушшипе уйӑх ҫути ӳкнӗрен ялтӑраса тӑракан улпут ҫурчӗн уҫӑ кантӑкӗсенчен, фортепианӑн анлӑ та янӑравлӑ аккорчӗсем ярӑна-ярӑна илтӗнеҫҫӗ. Рузвельт вӗсемшӗн ытлашшипех лайӑх. Унтан каллех ушкӑналла шӑтарса кӗчӗ, лашисем ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ шляхтичсене ҫӗнӗрен тапӑнчӗ, пӗрне вӗлерчӗ, теприне мӑйран йӑлмакпа ҫаклатрӗ те хаклӑ тыткӑҫлӑ хӗҫне туртса илсе тата пиҫиххи ҫумӗнчен пӗр чамака червонец салтса илсе хӑйне йӗнертен ҫыхса лартрӗ, вара ӑна пӗтӗм хир тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗ. Акӑ ӗнтӗ темиҫе кун пире ун патне кӗртмеҫҫӗ, пӗррехинче ирхине, уроксем вӑхӑтӗнчех, Сен-Жером мана Любӑпа тата Катьӑпа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме кайма сӗнет. — Чӑн та, ун ҫырӑвӗ! — тӗлӗнчӗ Ганко, леш мӗн каласса кӗтнӗ пек пулса Марко еннелле ҫаврӑнчӗ. Манӑн авланма юрамасть. — Шуйттан пӗлет ку коменданта, мӗн ӗҫлесе пурӑннӑ вӑл кунта, темӗнле арестантсем пуҫтарса пӗтернӗ! — Мӗн терӗр эсир? — ҫилленсе кӑшкӑрчӗ Дик. Хӗрхен! Упӑшки ҫине: вӑл мӗн шухӑшлать-ши, тенӗ пек пӑхкаласа, Наталья тавлашма пуҫларӗ: — Помялов тӗрӗс калать: вӗреннипе ҫынсем тискерленеҫҫӗ. Том сасартӑк темӗн аса илчӗ те:— Джим, санӑн кунта эрешменсем пур-и? — тесе ыйтрӗ. Илемлӗ те чаплӑ шыв. Кузьма Ярцевӗ, колхоза кӗресшӗн мар пулса, промысла артелӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ, Олейникӗ мамӑк ҫӑмлӑ тир хатӗрлес тӗлӗшпе ӗҫленӗ. Выляса кайрӗҫ хӑватлӑ вӑйсем. Ҫитет, — терӗ. — Стефчов халь пирӗн чи ӑслӑ ҫын, тӑван ҫӗршывшӑн чунне пама хатӗрскер… савӑнса тӑмалла вӑл пурришӗн! Дон ҫинчи халӑх пӗтӗм облаҫӗпе те ӗлӗк калчасене ҫумласа курман. Ҫак ик-виҫӗ минут хушшинче Яков хӑйӗн шӑмшакӗ витӗр кӳренӳпе хаярлӑхӑн вӗри токӗсем юхса иртнине тӳссе ирттерчӗ; вӗсем витӗрех тухса кайрӗҫ те унӑн пуҫӗнче пӗтӗмпех пусӑрӑнтарса лартакан, хурлӑхлӑ пекех шухӑшсем хӑварчӗҫ: ҫак пӗчӗк хӗрарӑм ӑна хӑйӗн ӳт-пӗвӗн кашни пайӗ пекех кирлӗ, вӑл ӑна хӑйӗнчен уйӑрттарма пултараймасть. Тӳррипе каласан, вӑл пупа куҫӑн курма та ӗлкӗреймен. Каҫсерен ман пата кӗре-кӗре тухать. — Апла-тӑк, малтан та, ман чирчченех, ҫапларах тума пултарнӑ эсӗ, анчах манпа пӗччене-пӗччен ҫеҫ юласшӑн пулман. Ӑна ют ҫӗршыври ученӑйсем те «тӗнчен астрономи столици», теҫҫӗ. Паганель Джон Мангльсран кимӗ мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине шайласа пӗлме ыйтрӗ. Фабрика хыҫӗнче, ӑна ҫӗрӗк ункӑпа ҫавӑрса илнӗ пекех, ҫиелтен чӑрӑшпа хурӑн ӳссе ларнӑ пысӑк шурлӑх сарӑлса выртать. Вӑл картишнелле чупса тухрӗ те ашкӑнса ҫапӑҫма тытӑннӑ ачасем патне пырса пӗрлешрӗ. Митя йывӑррӑн сывлать, мӗнпур тӑлпӑвӗпе туртӑнать, ытти сывлӑхлӑ ачасем пекех, пӗчӗк аллисемпе хӑлаҫланкалать; хитре кӗпе ӑна килӗшнӗ пулмалла: унӑн пӗтӗм кӑпӑш сӑн-пичӗ ҫинче савӑнӑҫ палӑрать. Ҫӳрессе вӑл хӑй тунӑ темле программӑпа ирӗн-каҫӑн ҫӳрерӗ, кашни кунах хӑйне хӑй уроксем парса, кулленех утас ҫулне вӑрӑмлатса пычӗ. Чикӗ хӗрринчи хулара кирек хӑҫан та шпионсем нумай. — Эпӗ княжнапа иксӗмӗрӗн мазурка ташшине пуҫламалла пуласран хӑратӑп-ха, пӗр фигура та йӗркеллӗн пӗлместӗп вӗт эпӗ… Эсӗ пӳрнӳне малтан патакпа чавса ватнӑ пулмалла та, кайран сан пуҫна сӗвес шухӑш пырса кӗнӗ. Пӗр-пӗр ҫӗрле ҫапла тырпул ҫине тӑварлӑ сывлӑм ӳкӗ, хамӑр пӗтӗм ҫӗр ҫинче те, инҫетри мӗнпур ҫӗрсем ҫинче те куҫҫуль йӳҫҫипе тырпулсем ҫунса кайӗҫ, вара тӗнчипех хӑрушӑ выҫлӑх пуҫланӗ, ҫынсене мур касма тытӑнӗ… Виҫҫӗмӗш хут чарӑнтӑм. Аптӑранӑ енне хамӑн Дианка ятлӑ сарӑ йыттӑм ҫине, унтан ыйтнӑ пек, пӑхса илтӗм. Вӑл тӗнчери тӑват ураллӑ чӗрчунсенчен ман шутпа чи ӑсли. Анчах Зеб ҫавна та хисепе илнӗ. Ҫын хӑйне туйтӑр тесессӗн, вӑл ҫынсене епле те пулин пӑхни кирлӗ. Ку акӑ, хамӑр хваттер уҫҫи. Ак ку — атте патне ямалли телеграмма. Богс хулари чи пысӑк лавкка патне пычӗ те, пуҫне пир карри айнелле чиксе:— Тух кунта, Шерборн! — терӗ. — Тух. Унӑн планӗсенче Давыдова ҫавӑрса илес ӗмӗт пулнӑ. Давыдов, тӗлӗнсе, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫ харшине ҫамка ҫинелле улӑхтарчӗ: — Мӗнле кушаксене? Тултарса парӑр-ха хӑвӑртрах. Вӗсем тухса кайсан, Павел, Андрей енне ҫаврӑнса, хаваслӑн каласа хучӗ: — Куртӑн-и шуйттансене?.. Ӑна икӗ ачаллӑ — пӗри кӑкӑр ачи, тепри — виҫӗ ҫулхи тин утма вӗреннӗ ача — ҫамрӑк хӗрарӑмпа мӑшӑрлӑ сӑнчӑрланӑ. Эпӗ хам акӑ ыранах кунтан тухса каятӑп, — тесе пӗлтерчӗ Барташев. Уэлдон миссиспа ун юлташӗсен вара ирӗксӗрех хӑйсем йӑнӑшнине йышӑнмалла пулчӗ. Вӗсенчен кӑшт-кашт кӑна ыйтса пӗлнипех эпӗ вӗсем хӑйсен ячӗсене ӗмӗрлӗхе ҫӗртни ҫинчен пӗлтӗм, ҫакӑн ҫинчен аса илсенех халӗ манан ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе каять. — А! — терӗ Кирила Петрович, — сӑмах май: эсӗ пире ӑна вуласа пар-ха, итлесе пӑхар, унӑн паллисене пӗлни пире те кансӗрлемӗ, тен, тӗл пулсан, вӗҫертмӗпӗр. Кӑштах пӑшӑрханчӗ те Огнянов, чӗри хӗсе-хӗсе илчӗ, ҫак кичем вырӑнтан хӑвӑртрах хӑпса каясси килчӗ унӑн… Фургон патне ҫитсен вӑл Эленпа Мэрине чугунҫул ҫинче катастрофа пулни ҫинчен ҫеҫ каласа кӑтартрӗ, ӑна усал ӗҫ тӑвакансем туни ҫинчен пӗр сӑмах та каласа памарӗ. — Тасалӑр-ха, юлташсем! — тарӑхса кайрӑм эпӗ, — эсир мана ухмаха тухнӑ тесе шутлатӑр-и? Катьӑн инкӗшӗ усал карчӑк пулнӑ, ӑна час-часах ҫаптаркаласа илнӗ; Катя ӑна курайман, хӑй ун патӗнчен тухса тарсан, турӑ ирӗкӗнче пурӑнасси ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ; Вӑл: «А-а!» — терӗ. Вунна кайсан, Леночка ыйткаласа ҫӳрекен пӗр Катя ятлӑ хӗрпе паллашнӑ та ун патне сад пахчине вӑрттӑн ҫӳренӗ, ӑна валли тутлӑ апатсем илсе пынӑ, тутӑрсем, вунӑ пуслӑх укҫасем парнеленӗ, — теттесене Катя илмен. Центртан, вӑл тупикрен тухасса кӗтмесӗрех, ун ҫине урӑх ӗҫсем тиенӗ, вӗсене пурнӑҫласси ҫав малтанхи ӗҫсене пурнӑҫланинчен килнӗ; паян мар-тӑк ыран ун хулпуҫҫийӗ ҫине татах темӗнле виҫҫӗмӗш, пиллӗкмӗш, вунсаккӑрмӗш проблемӑсем татӑлса анассине тата вӗсене пурнӑҫласси иккӗмӗш, тӑваттӑмӗш, вунҫиччӗмӗш проблемӑсенчен килнине вӑл опыт тӑрӑх пӗлнӗ, тата ҫав проблемӑсене кая хӑварма та, хӑйсӗр пуҫне, кама та пулин урӑх ҫынна шанса пама та май пулман; ҫакна вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Пӗр Корытов пирки йывӑр пулчӗ-им тата кунта, пирӗн патра кӑна йывӑр-им? Ухмах вӑл — таса, унӑн пуҫ мимийӗсем ҫывӑраҫҫӗ… Кай! Уҫҫине Глюмдальклич ҫухатасран шикленсе, эпӗ ӑна кӗсъене чиксе ҫӳреттӗм. Итлӗр: пулсамӑрччӗ паян савӑк та хаваслӑ. — Пӗччен-и вӑл унта? — ыйтнӑ Маякин, пуҫне усӑнтарса. Базаров ӑна ӑнланчӗ пулас. Сасартӑк вӗсем хыҫҫӑн хӑваланӑ ҫӗртен вӑл ку еннелле килсен? Библос, Акра, Саргон, Борсиппӑпа Ниневи астрономӗсем патӗнче вӑл ҫӑлтӑрсен вырнаҫӑвӗ мӗнлерех улшӑнса пынине сӑнама тата ҫулталӑк ҫаврӑнашӗсем хыҫҫӑн йӗрлеме вӗреннӗ. Вӑл унта Воропаевпа пӗрле ӗҫлеме кӑмӑллани ҫинчен систернӗ. Кунӗ питӗ аван, тӳпе янкӑр уяр; анчах, хӗвел епле хӗртет пулин те, ҫанталӑк ытлашши пӑчӑхтарса ярас пек шӑрӑх мар — тинӗс енчен пӗрмай уҫӑ ҫил вӗрет. Урнӑ туземецсенчен вӑхӑтлӑха хӑтӑлнӑ европеецсем храм урайне сарнӑ пирсем ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ. Хопров ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, — унталла-кунталла пӑхкаласа, алӑк патнелле утрӗ. Апла пулсан, «Во еже устроити корабль» кӗлӗсӗр пуҫне, тепӗр кӗлӗ — ҫурт никӗсне хунӑ чух калаканни кирлӗ… Хортан ҫӑра баспа — «о» саспаллине ытларах палӑртса юрлакан хаваслӑ сасӑ уйрӑмах палӑрать. Торпедӑна тӗл пӑрахас тесе хама мӗнле кӑткӑс фигура тума тӳрӗ килнине ӳкерсе парайманшӑн пӑшӑрханатӑп-ха эпӗ, вӑл саккӑрлӑ фигурӑччӗ, шӑпах пилӗкӗ тӗлӗнчен икӗ атака тумалла пулчӗ — малтанхи ӑнӑҫсӑр иртрӗ. Хӑйӗн танлаштарӑвӗнчен хӑй кулса, Игнат ҫапла хушса хунӑ: — Кӑна эпӗ шӳт туса ҫеҫ. Мӗн — ҫапса пӑрахмӑп-ҫке уншӑн… — Унашкал ҫынсем мар пулас ҫав эпир. Кунта вӗсем паян ытларах та ҫӗкленнӗ кӑмӑллӑн курӑнаҫҫӗ, пит-куҫӗсем хӗпӗртенӗ сӑнпа йӑлкӑшаҫҫӗ, пӑхасса вара хӑйсем тӑшман килессе кӗтнӗ енне мар, Клисурӑ вырнаҫнӑ айлӑмалла пӑхаҫҫӗ, ту хысакӗпе кукӑр-макӑр тӑсӑлакан сукмака куҫ сиктермесӗр тинкереҫҫӗ. Гукер мисс хулара хӑнара пулнӑ… — Ара, ӑнлантӑм. Бутс-Лендингра ӗнтӗ! Ну, ун хыҫҫӑн вара? Ҫак сӑмахсем Фомашӑн кӑмӑллӑ пулман, анчах вӗсен усси пулнӑ, мӗншӗн тесен, вӗсем ҫине вӑл хӑйӗн ӑшӗнче мӗнле те пулин ответлемесӗр тӑма пултарайман. — Вӑт Наталья Савишна пулсанччӗ кунта: вӑл перчеткесем тупса паратчех. Пӑх-ха эсӗ! — терӗ. Паляныця пуҫӗ ҫине пӗр витре шыв ячӗ те малалла чиперех чухлама пуҫларӗ. Вӑл тӗрлӗ приказсем парса штаб тӑрӑх чупкаласа ҫӳреме тытӑнчӗ. Ҫитменнине, унӑн Гек лӑпӑртатса кӑтартман-ши тесе ыйтса пелес килчӗ. Вӑл аллисене вӑраххӑн икӗ еннелле сарса ячӗ, чӗркуҫленсе тӑчӗ, унтан, алисемпе «конторкӑна» тӗкӗнсе, пӑталанӑ ҫын пекех пулчӗ те тепӗр хут каларӗ: — Ҫылӑхран тарма парӑр! — Хаклӑ ҫыннӑм, эсир хирӗҫлеме пултараймастӑр! — терӗ Паганель, Гленарвана хирӗҫлесе. — Чӑнах-и? — татах тепӗр хут ыйтрӗ хӗрарӑм. Ӑна пӗр япала — эсир лайӑх вӗренни тата пурин умӗнче те хисеплӗ пулни кӑна савӑнтарӗ, эсир ҫакна пӗлсе тӑрӑр. Наборщиксем Гордеева асӑрхаман пекех туйӑннӑ; паҫӑр ҫеҫ, Ежов ӑна вӗсемпе паллаштарнӑ чух, кашниех — курма пит хавас тесе, унӑн аллине чӑмӑртанӑ, халӗ ак вӗсем ӑна асӑрхаман та. Ҫав хӑвӑлӑн сарлакӑшне те чухласа илме май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл икӗ еннелле те вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса кайнӑ, унӑн вӑрӑмӑшне те пӗлме ҫук, мӗншӗн тесен вӑл малалла тӑсӑлса лайӑхах палӑрман горизонтра ҫухалать. Амӑшӗ вара пӗрмаях йывӑра илетчӗ те тухса каятчӗ кухньӑна, Кира ун хыҫҫӑн калаҫса супатчӗ. Вут тухнине астӑватӑп, — икӗ хут вут тухнӑччӗ. — А эсир, сэр? Хулара Хурисем ҫӗрле вӗлерме пикенеҫҫӗ, — пир тиарӑпа ҫӳрекенсенчен ҫурри ытла вилсе пӗтет, ыттисем Атлантидӑран туха-туха тараҫҫӗ, нумайӑшӗ — Индие. — Ҫӑра уҫҫисене мана пар, — терӗ Давыдов лӑпкӑн. — Пурин те вигвама пӑхас килет, вутӑ умӗнче ларас килет. Тата вунӑ минутранах пулеметсем те пуҫхӗрлех тинӗселле сирпӗнчӗҫ. — Эпӗ-и? Пит те юрататӑп!.. — Акӑ эс ӑҫта йӑраланса ҫитнӗ! Кашни ҫуркуннех пӑр кайнӑ чух баржӑсем, темӗн чухлӗ вак кимӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ — ҫынсем ахлатса калаҫҫӗ те ҫӗнӗ кимӗсем тӑваҫҫӗ, — пӑр кайнӑ чух каллех вӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтеҫҫӗ. Анчах халӗ пӗтӗмпех аса килсе кайрӗ… Именекенсем асапланасси хӑйсем пирки ҫынсем мӗн шутланине пӗлменнинчен килет; вӗсем мӗн шухӑшлани уҫӑмлӑн палӑрсанах — вӑл кирек мӗнле пулсан та, — асапланасси пӗтет. Ҫавӑнпа вӑл, пумилкке чухне Артамоновсен картишне пырса кӗрсе, лартса тухнӑ сӗтелсем хушшинче ҫӳреме, нимӗне пӗлтермен ухмахла сӑмахсем каласа:— Куятыр, куятыр, — шуйттан чиркӳ тӑррине хӑпарать ай, яй, ҫумӑр пулать, йӗпе пулать, каямас хура куҫҫулӗпе макӑрать! — тесе кӑшкӑрашма пуҫласан, хӑш-пӗр тавҫӑруллӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе:— Ну, Артамоновсен телей пулмасть апла! — тесе пӑшӑлтатса илчӗҫ. Часах акӑ Павела та кӑлараҫҫӗ, ку вӑл — чӑн сӑмах! Ушах вырӑн ку, шыв хӗрринче лутра йывӑҫ темисем ӳсе-ӳсе ларнӑ. Шульгович ик-виҫ ҫеккунт тӑхтаса, кӗтсе тӑчӗ, вара татса-татса сирпӗнтерчӗ: — Пӗрремӗш ҫурма рота — ша-а-гом! Джонни хӑйӗн хирӗҫле шухӑшӗсене калама ҫеҫ тытӑнать те, анчах сасартӑк чарӑнать, тутисене хыттӑн чӑмӑртать вӑл. — Командир-и? Бирюк аллисемпе чавсаланса сӗтел патӗнче ларать. Вӑл сивӗрех сасӑпа лӑпкӑн ыйтрӗ: — Эсир унта, Ҫӗр ҫинче, телейлӗ пулнӑ-и? Рольне вара темшӗн чи хыҫалта кӑтартнӑ. Вӑл чӗрчун тӗнчипе мар, ытларах ӳсентӑран тӗнчипе ҫыхӑннӑ пек туйӑнать. Ҫимӗҫсӗр, ҫулҫӑсӑр йывӑҫа илер-ха ак, — вӑл ҫынна сулхӑн парӑнмасть, ҫимӗҫне астивтерсе савӑнтараймасть, анчах унӑн туни ҫирӗп. — Ҫапла ӗнтӗ, санӑн шухӑшу — ҫавӑн пек пысӑк фабрика лартасси, ҫакӑнпа вара ыттисене тупӑка хупасси? Лешсем чӗнмерӗҫ. — Ах, эсир, юрӑ пуҫламӑшӗн представителӗ, — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, — хура ҫӗр сӗткенӗ, пӗрлешӳллӗ ҫуртӑн никӗсӗ! Каҫхине Григорий Александрович пӑшалне ҫакрӗ те крепоҫран тухса кайрӗ: ӗҫне мӗнле туна вӗсем, пӗлейместӗп, — анчах ҫӗрле ҫаксем иккӗшӗ те таврӑннӑ, часовой ҫеҫ Азамат йӗнерӗ урлӑ хӗрарӑм выртнине курса юлнӑ, хӗрарӑмӑн аллисемпе урисене ҫыхса хунӑ пулнӑ, пуҫне пӗркенчӗкпе пӗркенӗ. Рейссен расписанийӗнче Воропаев пурӑнакан хула ятне курсан, вӑл хӑйпе хӑй кӗрешме урӑх пултараймарӗ, хӑй пырасси ҫинчен пачах пӗлтермесӗр, санаторирен кайма вӑхӑт ҫитичченех ҫула тухрӗ. Айӑпланакансем хӑйсен юлташӗн сӑмахне питӗ тимлесе итлерӗҫ, вӗсен сӑнӗсем шурса кайрӗҫ, куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшрӗҫ. Берездов исполкомӗн председательне — Лисицына. Сахалӑшӗ кӑна вӑрман патне ҫывхараҫҫӗ. Тахӑшӗ алӑк ҫурӑкне чиксе хӑварнӑ фанера татӑкне курах кайрӗ. Ҫавӑнпа мӗнле кӑна конкуренци пулсассӑн та ҫав конкуренци ун кун-ҫулӗн интересӗ урлӑ каҫнӑ. Сасартӑк эпӗ акӑ мӗн аса илтӗм: кун пек чухне ҫӑкӑр ӑшне чӗркӗмӗл хураҫҫӗ те шывпа юхтарса яраҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫӑкӑр тӳрех ҫын путнӑ тӗлелле ишет, унта ҫитсен, чарӑнать. Эбнера ку кӳрентерчӗ. Ҫак юн кӳмерккинче вӑл сасартӑк ылтӑн укҫаллӑ мӑя пуррине курах кайрӗ. Кама? Сасартӑк лакей кӗчӗ те: «Теплов килчӗ», тесе каласа хучӗ. Сасартӑк ун хӑлхи патӗнчех темле хӑрушшӑн, хӑлхасене ҫурса ямалла пек кӑшкӑрса яни илтӗннӗ те, Ваҫили Андрейч айӗнче пӗтӗмпех чӗтресе кайнӑ. Хулара ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк хӗрарӑма ҫакӑнта чӑхсем ӗрчетме, вӑлтапа пулӑ тытма чӗнес-и? — Эпӗ ун ҫинчен шухӑшламанччӗ те. Эпӗ совет влаҫне питӗ те хавас, анчах манӑн мӗн пурри пурте сирӗн куҫ умӗнче, — тет те хуҫа хӑйӗн кӗске пӳрнисене чармакласа хурать. Хӗп-хӗрлӗ юн тымарлӑ куҫӗсем хӑйӗн чека председателӗ ҫинчен Серёжа ҫине, Серёжа ҫинчен таҫта кӗтеселле, унтан мачча ҫинелле чупкаласа ҫӳреҫҫӗ. — Сывлӑм мӗн тери вӑйлӑ. Йӗпе те хӗрлӗ куҫлӑ, ывӑннипе ҫӑварне карса пӑрахнӑ ватӑ городовой чупса ҫитрӗ, октависта ҫыхса лартнӑ кантра вӗҫне аллине илчӗ тӗ ӑна хуллен хуланалла ҫавӑтса карӗ. Вӑл сасӑ чӳречесенчен, таҫтан ҫӳлтен, ҫурт тӑррисем ҫинчен илтӗнчӗ. Юлашкинчен вӗсем Сечьран ҫур ҫухрӑмра ларакан хутортан тухрӗҫ те — ҫийӗсене ҫеремпе е, тутарсем пек, кӗҫҫепе витнӗ темиҫе курень сапаланса ларнине курчӗҫ. Комендант патӗнче Швабрин, Иван Игнатьич тата казаксен урядникӗ лараҫҫӗ. — Сывах-ха, мучи! Халӗччен тропик шурлӑхӗсене вӑйпа хӑваласа янӑ хура ӳтлӗ йӑхсем патне те Пӗлӳ ҫути ҫитет. Анчах вӑл тараса патӗнчен кӗлет умне сиксе ӳксе хӑйӗн кӗлеткипе алӑка хупласа хурсан, нумайӑшӗн шухӑш-кӑмӑлӗ тӳрех палӑрчӗ. — Хӑйне валли ҫурт лартать, хуҫалӑх енӗпе ӗҫлеме шутлать, колхозсенче лекцисем вулать. Ӑна фермӑра мӗнле йышӑнни тата унтан мӗн пулнисем. Анчах амӑшӗ ҫав сӑмахсенче хӑрушшине, хӑрамаллине нимӗн те тупмарӗ. Амӑшӗ Николай ӑна ӑнланманнине туйрӗ, ҫакӑ вара хӑй хӑрани ҫинчен каласа парас шухӑша тата ытларах йывӑрлатрӗ. Хӗрарӑмсен майӗ:Манӑн ӑна юратмалла мар, мӗншӗн тесен эпӗ качча тухнӑскер; анчах та вӑл мана юратать, ҫавӑнпа та… — Хамӑр кама кирлӗ — ҫавсем валли. Лось пусма ҫине чупса улӑхрӗ. Вӗсене слон шӑммипе, пӑхӑр «ханны» текен чалӑш хӗрессемпе — Вӑтаҫӗр Африкӑна ҫак метала хӗрес туса илсе тухаҫҫӗ — улӑштараҫҫӗ. Вӗсем ҫак документа пӑрахнӑ»… тата ытти те, тата ытти те. — Bonjour, chère cousine, — терӗ пӳлӗме кӗнӗ пӗр хӑни, кукамай аллине чуптуса. Гленарван хӑйӗн йӑвинчен йӑпшӑнса тухрӗ те, шыва тӑрӑх выртакан турат вӗҫне ҫитсен, пуҫне ҫулҫӑсем ӑшӗнчен кӑларчӗ. — Халь те таврӑнман-и? Анчах малалла вара ӑслӑрах ҫырса кайнӑ. Нимӗн тума та ҫук! Ним тума та ҫук, вилӗм патне ҫитсен ҫын халиччен йӗрӗннӗ япалана та ҫимелле: вӑл закон ҫиме хушман чӗр вилепе те тӑранса пурӑнма пултарать, унӑн темӗн те ҫимелле пулать», терӗ. Хӑш чух вӗсемсӗр май килмест пулин те, юратмастӑп эп ҫавӑн пек калаҫусене! Эпӗ кӑштах выртса лӑпланса та ҫитейменччӗ, — ҫырмана, пирӗн мунча патне пӗр вунӑ ҫын «пуянсем» аннине вӗсен умӗнче — староста утнине, ун хыҫӗнчен икӗ сотски Ромаҫа аллисенчен тытса ҫавӑтса пынине куртӑм. — Вӑл Ольховкӑра, ҫав тӗттӗм ялта… — Мускавра сире хӑвӑртах ура ҫине тӑратаҫҫӗ. Корчагин кабинетран тухнӑ тӗле кӑнтӑрла та ҫитнӗ. Пултаруллӑ ӑстаҫӑсем пӑхмалли трубасене лайӑхлатма, вӗсен калӑпӑшне пысӑклатма тытӑннӑ. Лешӗ вара, — ординатор аллипе тӑсса питӗ хыткан, миҫе ҫултине пӗлмелле мар, куҫӗсене хупса ним хускалмасӑр выртакан ҫын ҫине кӑтартрӗ, — йывӑр выртать. Шӑп. Эсӗ кайса пытан, Давыдов юлташ, унсӑрӑн инкек килсе тухма пултарать… Йывӑр, ҫӑра тӗттӗм хӗрлӗ ҫӳҫӗ хӑйӗн, — унта вӑл кӗрен мӑкӑньӑн икӗ чечекне тирсе лартнӑ, — хулпуҫҫийӗсене шутсӑр нумай пиҫӗ кӑтрасемпе хупласа хунӑ та, хӗвел сӑннисем тӑрӑнса тулнипе ылтӑн пурпур евӗр ҫулӑмланаканскерсем, ҫурӑмӗ тӑрӑх чупа-чупа саланнӑ. Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле. Анчах Яша хӑйӗн «колхозӗнче» выльӑх тата ытларах та ытларах пултӑр тенӗ. Петя темле шӗвӗр сӑмсаллӑ ача ҫумӗнче, шухӑша кайса, чӗнмесӗр ларать. Ачи, хӑйӗн сӑмсипе ун пит-куҫне шӑтарас тенӗ пекех, ун патнелле йӑпшӑнать. Эпӗ Саньӑран ҫав шӗвӗр сӑмсаллӑ ача кам иккенне пӑшӑлтатса ыйтрӑм. Вӑл кӑмӑллӑн кӑна:— Изя, — тесе хучӗ. Анчах та темшӗн ҫак Изя манӑн кӑмӑла каймарӗ. Вара вӑл кулса шыв хӗррине кайрӗ те, ирӗкре ӳсекен сальдер курӑкне татса илсе унпа ачан ӳтне сӑтӑрчӗ. Тӗлӗнмелле ӑсталӑхпа массаж тунӑ хыҫҫӑн Роберт вӑй кӗре пуҫланине туйрӗ. Ҫак сасӑ ҫумне тата нумай сасӑсем хутшӑнса кайнӑ, вара зал кашкӑрсем ӳленӗ евӗр пулса тӑнӑ. Чӑннипе каласан, ҫав кучченеҫсем чирленӗ вӑхӑтра мана пит те вырӑнлӑ пулчӗҫ. Вӗҫсе каяҫҫӗ… ырӑ чунсем, — калаҫма пуҫларӗ вӑл чӗтревлӗ сасӑпа, Володя ҫине хӗрхенӳллӗн пӑхса, чӑнах та шӑпӑртатакан куҫҫульне ҫаннипе шӑлса илчӗ. Утма мана ҫӑмӑлрах та. Акӑ мӗн пирки килӗшет ӗнтӗ мана, сержант юлташ, ҫакӑн пек ҫанталӑк. Паллах, тӗрлӗ самантсем те пулнӑ, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, пурнӑҫ калама ҫук интереслӗччӗ. Аркадий сивӗ кӑмӑлпа хӑйӗн япалисене унӑн коляски ҫинчен илчӗ те, Базаровпа юнашар ларчӗ, хӑйпе пӗрле килнӗ юлташне хисеплӗн пуҫ тайса: «Тапранӑр»! — тесе кӑна кӑшкӑрчӗ. Ку ҫынна ним чухлӗ те хӑратаймарӗ. Ӗҫетӗн те — урӑх ҫӗр ҫийӗпе утса пынӑ пекех туйӑнать… Шотландецпа ирландец хушшинче пӗр утӑм ҫеҫ. Пӗтӗм япалана сулӑ ҫинче тытни те, паллах, ӑслӑ хӑтланни мар. — Шӑнса вилмӗпӗр-ши? — тенӗ Ваҫили Андрейч. Анне манӑн яланах темӗнле тӗлӗнмеллескерччӗ, анчах вӑл кун пек пулнине эпӗ нихҫан та курман. Эпӗ йӑнӑшма пултараймастӑп. Юмах-и? Фома ҫак туррӑн хреснай ывӑлӗ ҫинчен хывнӑ хӑрушӑ юмаха лайӑх пӗлнӗ, ӑна пӗрре ҫеҫ илтмен вӑл, ҫавӑнпа та халех ӗнтӗ вӑл ҫав ачана хӑй куҫӗ умне тӑратнӑ; ав вӑл, шурӑ лаша утланса, хреснашшӗпе хреснамӑш патне каять, вӑл сӗм тӗттӗм пушӑ хир урлӑ каҫать, унта вӑл ҫылӑхлӑ чунсем чӑтма ҫук хӗн курнине, асап тӳснине курать… Шалкӑм ҫумӑр ҫунипе юханшыв, ҫырантан тухса, айлӑма сарӑлчӗ пулмалла. Малалла пурӑнма пулмасть. Артамонов, Тихон тавҫӑрса илесрен хӑраса, пытарма укҫа ытлашши нумай памарӗ пулин те, Никоновсем ӑна нумайччен, йӑлӑхтарса ҫитеричченех, тав турӗҫ. — Апла пулсан та эсир лӑпкӑ! — Турӑ пӗлет ӑна. Пулковори обсерватори наукӑлла открытисемпе тата сӑнавсен тӗрӗслӗхӗпе чапа тухнӑ. Эпӗ — ҫулйӗр инженерӗ, манран пулӑшу ыйтас пулсан, эпӗ ӗҫе йӗркелеме, ертсе пыма пултаратӑп, анчах эсӗ те, эпӗ те юр хырма пултараймастпӑр, инструкцире ун ҫинчен нимӗн те каламан. — Ну, Ольӑпа ӗҫ мӗнле пулчӗ? Кунта халӑх та нумай, шӑв-шав та кӗрлесе кӑна тӑрать. Амстердам утравӗ Отован I «патшана лариччен» нумай малтан карап ҫӗмӗрӗлсе кайнипе хӗн-хур курса тӑнӑ ҫынсемшӗн хӳтлӗх пулса тӑнӑ. Манӑн ӑна тата мӗн те пулин калаҫтарас килчӗ: вӑл мӗн чухлӗ ытларах чӗнмесӗр ларать, мана ҫавӑн чухлӗ йывӑртарах. Ку куҫкӗретех усал ӗҫ тума хӗтӗртни пулчӗ. Ромашов устав хӑйӗнчен мӗн ыйтнине пӗтӗмпех автомат евӗрлӗн пурнӑҫласа пычӗ, анчах ун пуҫӗнчен Веткин тирпейсӗртереххӗн каласа хунӑ сӑмахсем тухма пӗлмерӗҫ: «Ун пек шутлас-тӑк, службӑра тӑма та кирлӗ мар. Хӗл каҫа вӗренӗн те, ҫуркунне вара хампа пӗрле Атӑл ҫине илсе кайӑп… Хӗл каҫ вӗсем патӗнче. Эпӗ ҫапла шутлатӑп — тӗслӗхрен пуҫла, ҫапӑҫури пекех хавхалантар ҫынсене, полковник… Лось тинех асӑрхарӗ те — вӗсем аппарат патнелле такӑна-такӑна ыткӑнчӗҫ. Мӗн каланӑ сире? Тӗрес шухӑшлатӑн, пит тӗрес! — терӗ вӑл. — Сан ҫулунта, — тенӗ вӑл, каллех сӑмахне тапратса, — аҫу водолив пулса ӗҫлетчӗ, вӗсен караванӗ пирӗн ял патӗнче тӑратчӗ. — Вӑл сирӗн тусӑр-и вара? — терӗ вӑл, ӗненмен пек пулса. Каяканӗсем савӑнӑҫлӑ, хаваслӑ пулнӑ, вӗсем хӑйсене кашни пӗлӗт татӑкӗ хыҫӗнчех вилӗм сыхласа тӑнӑ ҫӗре мар, мирлӗ тӑван гарнизонсене кайнӑ пек туйнӑ; ӑсатаканнисен сӑнӗсем ҫинче вӗсем хӑйсен черечӗ ҫитменшӗн кӑмӑлсӑр пулни, кӳренни палӑрнӑ. Анчах уткалани-тунинче те тата унӑн куҫӗсенче те темӗнле хӑракаланӑ пек пулни палӑрнӑран Бекки тепӗр хӑрушӑ япалана пӗлсе тӑнӑ: Том ӗнтӗ ҫав ҫара ҫерҫисем пулнӑ шӑтӑк патнелле каймалли ҫула та тупма пултарайман. Дикарьсен хушшинче нумай пурӑннӑ европеецсем чылайӑшӗ ҫынсем пирки асапланни пулман теҫҫӗ. Япаласем хумалли михӗрен вӑл тутапа каламалли чылай пысӑк купӑс туртса кӑларчӗ, вара пӗрре ӑна вӗрсе, тепре юрласа, аллисене дирижёр пек сулкаласа, юрра ертсе пычӗ. — Ман ырлӑхӑм! — терӗ Фелим, пысӑк савӑт ҫине пӑхса. — Ҫӗкле хӑв питне, — хушнӑ Соломон. Хӑшпӗр чухне вӑл хӑйне пӗр-пӗр аслӑрах ача хӑлха чикки тӑхӑнтартичченех ҫӗрле те шаккаса ҫӳретчӗ. Ачасем мӗн пурӗ пиллӗкӗн: Федя, Павлуш, Илюш, Костя тата Ванюк. Анчах ҫак сасӑ аялалла персе анакан шывран килет пулсан, пӗтӗм тинӗс хӑйӗнчен аяларах тӑракан бассейна персе аннипе кӗрлесе тӑрать пулсан, шыв вӑйлӑрах сулӑнса юхмалла, шыв юхӑмӗ хӑвӑртланнӑҫемӗн хӑвӑртланса пырать пулсан, эпӗ хамӑра хӑратса тӑракан хӑрушлӑха та пӗлме пултармалла. Халь вӑл халӑха ӗҫлемелле, мӗншӗн тесен ӗнтӗ эксплуататӑрлӑ классем тек ҫук. Унӑн куҫӗсем татах сарӑлчӗҫ, сивӗ ҫӗкленӳлӗхпе ҫуталчӗҫ. — Эпӗ вӗсене кунти пӗр сеньор ҫапӑҫура туртса илнӗ те хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ тенине илтнӗччӗ. Шӑпах ҫав кун каҫа хирӗҫ мӗскӗн амӑшӗ (вӑл ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнта утнине эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ) кунӗпех ура ҫинче пулнипе ӳкес пекех аран-аран пускаласа малалла сӗнкӗлтетрӗ. Пирвайхи тивӗҫлӗхпе ку ыйту пирки катапаца сӑмах пачӗҫ. Хӑранин малтанхи саманчӗ иртсе кайсан, эпӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӑм: йӗри-таврара пирӗнтен пӗр вунӑ утӑмра ҫеҫ, хӑмӑшлӑх кашласа ларать; аякра, вӗсен тӑрри урлӑ, ҫыран хӗрри курӑнать. Курӗ ялкӑшса ҫунчӗ унӑн, сехӗрленнипе ӑна нимӗн те курӑнмарӗ. Пӗррехинче ман Цанко ҫапла печӗ ячӗ, ҫав хӗрсенчен пӗри те пулин мана мӑйне чуп тутарсан, тет, эп ӑна хамӑн чи лайӑх Малтеп йӗсӗм пахчине парнелесе панӑ пулӑттӑм, тет… Андрюша!… Шӑлтунине пӑхрӑм та унӑн цынга пуҫланнине пӗлтӗм. Капитана Сывлӑшри Арми штабне ӑсатӑр. Ҫав хайхи калуша илетӗп те хуҫу патне леҫсе паратӑп, эсӗ ана мана полтинике сутрӑн тетӗп? — Ак ҫакӑ ҫыхха илсе кайӑр. Тӗлӗрсе тӗтреленнӗ куҫсемпе эпӗ унӑн пичӗ ҫине тинкерсе пӑхатӑп, сасартӑк вӑл пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленет — унӑн пичӗ пӗчӗк: тӳмерен те пысӑк мар ӗнтӗ; анчах вӑл мана ҫав-ҫавах уҫӑмлӑн курӑнать: вӑл ман ҫине пӑхса илнине те, йӑл кулнине те куратӑп. Кӑмака хыҫӗнче шӑрчӑк чӗриклетет, лампа кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле чӑшӑлтатса ҫунать. Каҫ пуласпа Бекки Тэчер хуйхӑрса пушӑ шкул картишӗ тӑрӑх пӗчченех утса ҫӳрерӗ, хӑйне хӑй вӑл питӗ телейсӗр тесе шутларӗ. Поттер аялти хутӗнче ларать, хурал ҫук. Мӗн шуйттанӗ… Каҫар мана, лайӑх хӗрача. Шуйттан ывӑлӗ! Эсӗ чунна ҫӑлас пирки шутла!» Эсӗ ав епле. Анчах ҫак мӑшкӑла кӑтартакан тискер айӑпа хам ҫине илместӗп, пулман вӗсем. Алексей (вулакан палларӗ ӗнтӗ ӑна) ҫав вӑхӑтра ҫамрӑк хресчен хӗрӗ ҫине тинкерсе пӑхса тӑнӑ. Ӑҫтан ӗлкӗрсе пырӑр эсир ман хыҫҫӑн? «Кунӑн та куҫӗсем кӑвак, — асне илчӗ Павел. — Ҫапах та ахалех ҫухатнӑ, — хӗрхеннӗ пек каларӗ Озеров. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна ҫӗнӗ чирлӗ ҫын пырса кӗнӗренпе (малтанхисем ӑна хӑйсем хушшинче пурте — Комиссар, тесе чӗнчӗҫ) палатӑри пӗтӗм пурнӑҫ йӗрки улшӑнчӗ. Ҫапах та кунта Уйӑх ҫинчи пек мар. Ку хутӗнче ӗнтӗ чӑн-чӑн ҫырӑвах, эпӗ чӗркелесе хӑтланни мар. Унтан каллех — шӑпланчӗ те тӗлӗрсе кайрӗ. Эсӗ хӑвӑн ытти айӑпусем ҫинчен те ҫакӑн пекех лайӑх каласа парасса кӗтетпӗр. Вӑл халь-халь вилсе каяс пек выртакан ҫын пӳлӗмӗнче, Елена юратакан ҫын патӗнче ларать… Вӑл ҫакна пӗлет. Ачам, эпӗ саншӑн татӑлсах йӗтӗм. «Турци таврашне те, тутарсем патне те кайма юрамасть», тенӗ кошевой, васкамасӑр хӑйӗн ҫӑварне каллех чӗлӗмне хыпса. Мӗн калӗ-ха мана господин Катрфаж, тӗп комиссин председателӗ? Ачасем иккӗшӗ те шап-шурӑ шурса кайрӗҫ, вӗсен сӑнӗсем мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ. Тинех ниҫта тарма та ҫук, часах вара — трр-трр хамӑр ҫине вӗтӗ чул тӑкӑннӑ пек ҫунатсем ҫине те, кабинӑна та темӗн тӑкӑртаттарчӗ… Мӗншӗн сывлӑм тӑрӑх ҫарранах ҫӳретӗн? — Мӗн тумаллаччӗ-ши? Шӑтӑкран сылтӑм куҫӗпе тӗршӗнчӗ. Гусев аппарат патӗнче ӑмӑррӑн тӑрать. Хӗвел тухӑҫнелле кайнӑҫемӗн Австралинчи Альпӑсем патне ҫитеспе сӑртсем пӗр барьера пӗрлешӗнсе кайиччен, ҫул чӑрмавлӑ та аялтан пӳлӗнсе пырать. Поляница хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ, йӑлтӑркка ҫивӗч куҫӗсене каллех пӗркеленчӗксем хушшине пытарчӗ. Вӑл ӑна илсе кайма маннӑччӗ пулас. Минтертен ҫӑп-ҫӑмӑл, ачаш та ҫепӗҫ шӑршӑ — Шурочка ҫӳҫӗн, унӑн духин тата ҫамрӑк, питӗ хӳхӗм ӳт-пӗвӗн техӗмлӗ шӑрши кӗрсе тӑчӗ, — ыйхӑ умӗн асра сӑнарланнӑ юлашки чӗрӗ ӳкерчӗк пулчӗ вара ҫакӑ. — Ан хӑрӑр тархасшӑн, ман ятӑмран хӑрамалла мар сирӗн. Йӗнерӗсемпе йӗвенӗсем ӗлӗкхи хуҫисен аллинчех юлнӑ. — Мана малтанлӑха пӗр виҫӗ дюймлӑ батарея та пулин парӑр эсир, вара эпӗ хӗҫе кӑмӑлпах Островнов арӑмӗ патне хӑварнӑ пулӑттӑм, анчах халлӗхе ҫӑвар та ан уҫӑр-ха эсир, чаплӑ йӑхӑн пакӑлтийӗ! Гасиендӑра пӗр хӗрарӑм пулнӑ, вӑл мустангер хӳшши патне каймалли ҫула ним йӑнӑшмасӑр кӑтартса пама пултарнӑ. — Мӗнрен тата? «Вырсарникун» — хӑйне ӑнлантарчӗ Артамонов халӑх мӗншӗн йышлӑ пулнине. Хуралҫӑ калать: «Григорьева… Унӑн пурлӑхӗ ӳссех пырать, Наташа Хабаровкине, унта эпир сирӗнпе авал чухне театрта выляттӑмӑрччӗ, эпӗ хамӑн пилӗк пӳрнене пӗлнӗ пекех пӗлсе тӑратӑп, — питӗ чаплӑ имени! вӑл яланах пысӑк тупӑш пама тивӗҫлӗ. Ҫӗрле, тен, хӑранӑ та пулӑттӑм, халӗ ҫутӑ-ха. Вӑл никама та хӑтӑрмасть, мӗншӗн тесен ун умӗнче пурте хӑйсене йӗркеллӗ тытаҫҫӗ. Хӑть те мӗнле ҫынсем те, чышкӑпа ҫапӑҫакансене пӑхма юратакансемсӗр пуҫне, кунашкал ҫапӑҫу ҫине пирвайхи минутрах пӑхма пӑрахнӑ пулӗччӗҫ. Эпӗ персе ятӑм… Тӗллерӗм те пусрӑм, перетӗп, Ҫитӗ, тетӗп, вӗсен ҫине кӗрсе каясси те пулӗ, тетӗп. Павел, аллипе унӑн хулпуҫҫине тӗренсе, вӗҫерӗнесшӗн пулчӗ, кӑшкӑрашрӗ: — Анне, хӑвӑртрах, теҫҫӗ! Ак тата! Тата!..» Кашниех хӑйӗн сӑмси ҫухални ҫинчен пӗлтерӳ пама пуҫласан, вара… Ял ҫыннисем Киш ҫакӑн пек тӗлӗнмелле ӗҫе пӗччен тума пултарнине шанман. Мӗншӗн туратсем ҫавӑн ҫӳллӗшӗнче хуҫӑлнӑ? Ӗҫленине сӑнаса ларакан Синопа чӑтайман, Хӗрлӗ Тӑрнаран вӑл юлашки вуниккӗмӗш йӗппине мӗншӗн нумай вӑхӑт хушши туни ҫинчен ыйтнӑ. — Вӑрлаҫҫӗ, Давыдов юлташ! Темӗн ҫинчен шухӑша кайса, пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, Петр:— Шел йытта, — терӗ. Вӗсем хуларан тухса кайнӑ, чирленӗ пулас, е урӑх сӑлтав пирки. Анчах ҫурта епле пӑрахса каймалла-ха? Хай ҫурчӗ патне мӗнле ҫитсе тӑнине вӑл хӑй те асӑрхаман, халӗ акӑ, хӗрӳ тӗлленӳсенчен вӑраннӑ та, пит лайӑх пӗлсе тӑракан хапханах, ун хыҫӗнчи чухӑнрах сад варрине вырӑнаҫнӑ пӗчӗк шур флигель ҫине, шанман евӗррӗн, тӗлӗнсе пӑхать. Эпир Глюмдалькличпа пит ӗшентӗмӗр. Эпӗ кӑшт шӑнса сунаспа чирлерӗм, мӗскӗн хӗрача ытла хытӑ чирлесе кайнипе хӑйӗн пӳлӗмӗнчен те тухаймарӗ. Кеглле вӑл ӑста вылярӗ; шар ывӑтнӑ чух питӗ пултаруллӑн курӑнчӗ, мускулӗсемпе урисене вӗҫкӗннӗн сиктеркелерӗ, аллисене вӗҫкӗннӗн хӑлаҫларӗ. Шавласа кӑшкӑрса, вӗсем пӗтӗм яла ура ҫине тӑратсан, мӗн тумалла? Ӑҫта? — кӑшкӑрчӗ старик йыттисене. Мӑйӑхӗ, ҫаплах йӗпескер, хуралса кайнӑ та, моржӑнни евӗр, икӗ ҫӑра вӗҫпелен аялалла усӑнса ҫакӑннӑ. — Тӑхта… тӑхта… — Хӑҫан вара? Анчах Давыдов халӗ те ун чӗтрекен сассинче хӗр хытӑ пӑлханнине сисмерӗ. — Ҫавӑнпа вӑл ыттисенчен маларах шурӗ те, ун хыҫҫӑн хӑйсен тӑванӗ Горан та тухса кайрӗ. Ҫак патак вӗҫӗнчи юр мӗнле пӗр евӗрлӗн кӑчӑртатать тата. — Ҫапла вара, эпӗ Флоренцие, хамӑн шкулти тантӑшӑмсем, Райтсем патне хӑнана кайрӑм. Анчах Петербургри ахаль ҫыннӑн чӗре таппипе, Петропавловск соборӗн сехет йӗппин куҫӑмӗпе — эпир вӗҫсе улӑхнӑранпа виҫӗ эрне ытла кӑна иртнӗ. Люба пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ, ҫырнӑ хутне саппунӗ айӗнчен кӑларчӗ те каллех пытарчӗ, вара пуҫне усса, мӑйне темле кӗскетсе, ҫӳлтен кӗҫ-вӗҫ такам ҫапасса кӗтнӗ пек, вӑраххӑн алӑкран кӗчӗ. Кайран листасене пурне те пысӑк пӳлӗмӗн стенисем ҫине ҫакса тухӑр: йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхнӑ май эсир миллион пӑнчӑ куратӑр. Пур ытти урамсем пушах, сас-чӳ те пулин илтӗнмест. Ватӑ сунарҫӑ хӑйӗн ҫӑм шлепкине хывнӑ, тураман ҫӳҫне икӗ хутчен аллипе сӑтӑрса илнӗ, унтан сухалне якатнӑ. Уэлдон миссиса хӑйӗн укҫа енчӗкне сыхланӑ пек сыхлама сӑмах пачӗ. Иккӗмӗш категорире — Конституцие историллӗ справка элеменчӗсене е Совет влаҫӗн мӗн туса ҫитерейменнине тата вӑл малашне мӗн тумаллине пӗлтерекен деклараци элеменчӗсене кӳртме хӑтланакан тӳрлетӳсемпе хушавсене шутлас пулать. — Ӑна текех кӑкӑр ӗмӗртмелле мар, пӑрахтармалла. Тӑшмана та ӑнлан… Аттешӗн тунсӑхланипе-ши? — тесе ыйтрӗ. Старик чарӑнса йывӑҫа пӑхса ҫаврӑнма пуҫланӑ чухне Оленин каярах пулнӑ-ха. Чӗрӗк сехетрен тин эпӗ, хама алла илсе, негр умӗнче пуҫ тайма, унран каҫару ыйтма кайрӑм; ҫакӑншӑн пӗртте ӳкӗнмерӗм, ӗмӗрне те ӳкӗнессӗм ҫук. Хӗр диван ҫине чӗркуҫленсе ларчӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытса, пӗр куҫ хӑрпӑкне те мӑчлаттармасӑр, шӑллӗн питне тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Грушницкий ӑна сӑртран анса бульварти ҫӑка хушшине кӗрсе ҫухаличченех пӑхса ӑсатрӗ… — Ҫула май ҫӳрекенсем хӑйсен ҫулӗпе иртчӗрех, эпир вӗсене тивместпӗр, пире леш тӗрӗксем кӑна кирлӗ. Король ҫавна курчӗ те акӑ мӗн каласа хучӗ: — Эпӗ ҫакӑн пек тум тӑхӑнтӑм пулсан, хама Сен-Луирен е Цинциннатирен е урӑх ҫавнашкал пысӑк хуларан килнӗ ҫын теме пултаратӑп. Алӑк чӗриклетрӗ те теприн вырӑнне улшӑнма пӳлӗме тиечук кӗчӗ. Нехлюдов пӗр минут пек чӗнмерӗ. Тӗттӗм, мушка курӑнмасть, кӗпҫипе тӗллесе петӗм те — лектереймерӗм. Вилсе вырттӑрччӗ пӗрех-хут, кӗрт йытти! Сирӗн ҫӗрле ӗҫлемеҫҫӗ-и вара? — Пач урӑхла, — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, кресло ҫинчен сиксе тӑрса, теветкелле хӑюлӑхпа ӑна куҫӗнчен пӑхса, — вӑт эс капла калани чӑнах та аван мар; эсӗ мана пичче ҫинчен каламанччӗ-и вара, — эпӗ сана ун ҫинчен аса илтерместӗп, унашкал туни аван мар пулӗччӗ, — эсӗ мана каламанччӗ-и вара… сана халь эпӗ епле ӑнланма пуҫлани ҫинчен калам… Унтан вӑл Хлебникова хӑех лагере леҫсе ячӗ. — Ҫапла, тусӑм, аслӑ Камоэнсӑн «Лузиадинчен» урӑх нимӗн те мар! — Э, мистер Бертон! — тесе кӑшкӑрса ячӗ ректор. Ҫавӑнпа та пулин ҫав рейдере епле пулсан та тупса путармаллах. — Штурман курс парӑр! Пилотӑннипе штурман курсӗсем виҫӗ градуса уйрӑлчӗҫ те кӗсьесенчен портсигарсем, кӗсье хунарӗсем, зажигалкӑсем кӑларса пӑрахсан ҫулсем чиперех пӗрлешрӗҫ… Мӗн ҫинчен шухӑшлаттӑм-ха эпӗ? Сарӑ пир пек тӑсӑлса выртакан хӑйӑрлӑ ҫулпа ҫынсен тӗттӗм кӗлеткисем сулланкаласа пыраҫҫӗ, — вӗсем фабрика патнелле шуса анаҫҫӗ; фабрикӑн кӗтеслӗ вырнаҫнӑ виҫӗ корпусӗ, сӑрса янӑ виҫӗ хӗрлӗ пӳрне пек, ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ. Чӑнахах та, япала тӗрки чул катӑкӗнчен ҫакланнӑ та пӗр ҫӗр фута яхӑн пирӗн пуҫ тӑрринче ҫакӑнса юлнӑ. Эпӗ ҫак ҫапӑҫӑва кӗтӗм пулсан, атя ӑна вӗҫнех ҫитерер. Акӑ ӑвӑс ращи чӗтренсе илчӗ, — ҫулҫӑсем хӑмӑр кӑвак пӗлӗт анлӑшӗнче уйрӑмах палӑракан темле тӗксӗм шупка тӗсе йышӑнаҫҫӗ, шӑпӑл-шӑпӑл туса вӗлтӗртетеҫҫӗ; пысӑк хурӑнсен тӑррисем силленме тытӑнаҫҫӗ, ҫул урлӑ типӗ курӑк пайӑркисем вӗҫеҫҫӗ. — Ачам, ачам, — тет пичче мана хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, — эсӗ хӑтӑлтӑн иккен! Шӑтӑксенчен пӗринчен хӗвелӗн куҫа шартаракан пайӑрки тӳп-тӳррӗн кӗрет. Пайӑрка айӗнче Гусев ӳпне выртнӑ, — шӑлӗсене йӗрнӗ, кӗленче евӗр куҫӗсем чарӑлсах кайнӑ. — Анчах, эпӗ хам мӗн шутланине каласа парсан, эсир ҫавна пустуй сӑмах кӑна тейӗр. Малта тункатасем ҫуккине туйсан, Ӑмӑрткайӑк самантлӑха ишме чарӑнчӗ те Марыся енне ҫаврӑнчӗ: — Халӗ эсӗ манӑн ӗнтӗ, мӗншӗн тесен эпӗ сана вилӗмрен хӑтартӑм. — Тускуба йӗрлени усӑсӑр. Спиннинг пирки эпӗ ӑна йӑпатас тесе каларӑм ӗнтӗ. Вӗсенчен пӗрине амӑшӗ паллать, вӑл фабрикӑри Сизов ватӑ рабочи тӑванӗн ывӑлӗ, шӗвӗр питлӗ, ҫӳллӗ ҫамкаллӑ та кӑтра ҫӳҫлӗ Федор. Ҫав эмел ӳсет, вӑл пӗр чарӑнмасӑр аталанса пырать, вӑл хӑвӑртран хӑвӑрт хӗрсе, ҫулӑмланса, сирӗн хушӑрти чи лайӑх, ӑс-кӑмӑл енчен сывӑ ҫынсене хӑй хыҫҫӑн илсе каять. Сирӗн ухмах юлташӑрсем юрлани сире ытла хакла ларма пултарать. Пӑхӑр! Итлӗр-ха, каялла ҫаврӑнӑр!.. Манӑн хушаматра пӗр «шӑхӑракан» саспалли те ҫук, анчах та вӑл ӑна «шӑхӑракан» сасӑсемпе калать. Шырланпуҫра ырӑ ҫынсем, тӳрӗ колхозниксем хӑв пирки мӗн шухӑшлӗҫ тесе, санӑн сехрӳ хӑпрӗ. Ҫапла вӗт? Мӗншӗн эсӗ вӑтӑр ҫул ытла шарламасӑр пурӑнтӑн? Тӗлӗрме пуҫласан, Давыдов Варьӑн ҫинҫе сассипе Куприяновнӑн хулӑнрах сассине илтрӗ. Унтан каллех питӗ шӑп пулчӗ, хушӑран хуллен ӗсӗклесе илнисем ҫеҫ илтӗнкелерӗҫ, кайран пачӑшкӑ аллине ҫӳлелле ҫӗклерӗ те кӗлтума тапратрӗ. * * * Каҫ пулчӗ. Унсӑр пуҫне, шарманкӑн икӗ пысӑк чӗлӗх пур. — Сирӗнпе эпир темӑран пачах пӑрӑнса кайнӑ, Ҫырӑвӗ ку, эп сире кӑтартнӑскерӗ, ҫӗр ҫул каярахах ҫырӑннӑ, ҫав хӗрарӑмӗ те халӗ ӑҫта-тӑр аякра пурӑнать, Кавказ леш енчехчӗ пулас. Ҫак вӑхӑтра айккинчи урамран плошаде икӗ юланут килсе тухрӗҫ. Сутӑҫӑ ыйтать: «Эсӗ, мучи, пушартан мар пулӗ-ҫке?» Унӑн килӗнче яланах тулли хӑна-вӗрле пулнӑ, Троекуровӑн улпутла ӗҫсӗрлӗхне йӑпатас тесе, вӗсем унӑн шавлӑ та чӑрсӑр вӑййисене хутшӑнма хатӗр тӑнӑ. Анчах мана ҫав ҫынсен ячӗсем леш тӗнчен архивӗнче сыхланса юлманни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Ҫил ҫук, ҫапах та сивӗ хӑй ҫинчен мантарса ямасть. Нумайӑшне ӑнланмастӑп эпӗ, ҫавӑнпа та эсир турра ӗненменшӗн ҫав тери кӳренетӗп, ҫав тери! Польшӑна ют ҫӗршыв графӗсемпе баронӗсем килсе тухнинчен тӗлӗнме кирлӗ пулман: Европӑн ҫурма-Азиллӗ кӗтесне курас ӗмӗтпе вӗсем кунта час-часах киле-киле кӗнӗ. Вӑл лере… кровать патӗнче. Эпӗ акӑ тупӑшма та хатӗр, паян вӑл Бэлӑна палларӗ тесе. Ҫак пысӑк та шавлӑ ҫын пурнӑҫран мӗн тери сасартӑк, шӑппӑн уйрӑлса кайни ҫинчен пӗлтерекен ҫырӑва вуланӑ чух нумайӑшӗ куҫҫулӗсене чарса тӑрайман. Ҫав вӑхӑтра снаряд шӑхӑрса пычӗ те инҫех те мар ҫурӑлса кайрӗ. Калаҫса ларакансем патне канав тӑрӑх килекен Мельников лӑп! пӗшкӗнчӗ. Калама сӑмах ҫук. Халӗ карап манӑн, пӗр пӗччен ҫыннӑн аллинче тӑрать, эпӗ вара юлашки пассажиртан — вилнӗ О`Брайенран мӗнле хӑтӑласси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӑм. — Кондор ҫав, — терӗ Гленарван та. Ҫапла вӑл туйӑм ирхи тӗтре пек саланса кайрӗ. Мӗн каласа пӗтернӗ эс ӑна пӗркун? Ман ҫине вӑл халӗ куҫпа та пӑхмасть, ялан мӑркать, чипер яшка вырӑнне темле мӑшкӑлтӑк шыв ҫитерет. Хӑй патне ачашланма пынӑ кушак аҫине тапса сирпӗтрӗ, ирхи апата ларсан, арӑмне кӑлӑхах «ухмах» тесе хучӗ, сӗтел хушшинче хуҫалӑх ҫинчен калаҫнӑ чух вырӑнсӑр сӑмах хушнӑшӑн кинне кашӑкпа хӑмсарса илчӗ, ӑна ҫитӗннӗ хӗрарӑм мар, пӗчӗк ача вырӑнне хучӗ, тейӗн. — Ӑҫтан ҫӑваран сиксе тухрӗ-ха вӑл? — тинех ҫӑмӑллӑн пӑшӑлтатса илчӗ вӑл, халран кайнӑ нимӗҫ лӑпланса выртнине кура. Анчах, инкеке, вӑл ботаниксене юратмасть, ӑна ӑнланмасть. — Эпир Джулипе, — пуҫларӗ вӑл, — санпа тӗплӗн калаҫас тетпӗр… Макар лашана йӗнерлесе тӑратрӗ, ун пуҫне халиччен Титокӑн пулнӑ эрешлӗ йӗвене тӑхӑнтарса, нӑхтине хывса илчӗ те, юланутпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ ҫын пек хӑрах урине йӗнерӗн шӑлланса пӗтнӗ пускӑчи ҫине пусрӗ. Ӑна шавах ҫитмест. Часах ку ҫулпа слонсем кӑна иртменни те паллӑ пулчӗ. Ҫав вӑхӑтрах унӑн ҫемйи хӑвӑрт арканса пычӗ: турра ытла ӗненнипе унӑн ашшӗ ӑсран тухса кайма пуҫларӗ, шӑлнӗ ӗҫме пуҫласа путсӗр хӗрсемпе ҫӳреме тытӑнчӗ, йӑмӑкӗ хӑйне ют ҫын пек тыткаларӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ студентпа савӑнмалла мар роман пулса пыни курӑнчӗ, эпӗ унӑн куҫӗсем, час-часах макӑрнӑран пулас, шыҫса кайнине асӑрхаттӑм та студента ҫав тери курайми пултӑм. Вучах ҫунса пӗтет, хутран-ситрен кӑна вӑл юлашки хӑвачӗпе ялкӑшса кайса, чӗмсӗрленнӗ тӗксӗм ҫӗре хӗрлӗ ҫутӑ сапаласа ярать. Туртӑр! Паляныця, ҫӗлен пулӑ пек, хыҫалти алӑкран сиксе тухса, тӳрех голубовецсен штабне вӗҫтерчӗ. Мӗншӗн эпир Висла шывӗ урлӑ каҫмастпӑр-ха тесе ыйтрӗ те, эпӗ пӗлместӗп тесен вӑл чунтанах йывӑра илчӗ. Хутне ун аллинчен илтӗм эпӗ: ку хут Савельич хайхи ҫырӑва хирӗҫ ҫырнӑ ответ иккен. Эпӗ Соколова ярас тенӗ пулӑттӑм. Николайӑн, Анна патне юлнӑ Тальӑна илме, Киева ҫитиччен каймалла. — Пӗлместӗп… — Вӑл темиҫе утӑм малалла ярса пусрӗ, унтан каллех Андрей патнелле вӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ те, пӗтӗм сасӑпа, кӑшт кӑшкӑрсарах калама пуҫларӗ: — Малалла каясси пулмарӗ ӗнтӗ ман! — Пуху пӗтрӗ ӗнтӗ. — Хамӑр хулара пурӑнакан тухтӑр, ҫынни пит аван. Вӑл хӑйӗн вилнӗ ҫын сӑнӗ пек пулса кайнӑ питне хӑйпе пӗрле ӗҫлекен телеграфисткӑсен енне ҫавӑрчӗ те, вара вӑл хӑраса кӑшкӑрнӑ сасса пурте илтрӗҫ: — Ленин вилнӗ! Шӑтӑка кӗмелли вырӑн. — Эсир, паллах, юланутпа ҫӳреме пӗлетӗр ӗнтӗ? Чылай каҫ пулса ҫитсен, ҫывӑрма выртнӑ чухне, вӑл хӑйне мӗн шиклентерни ҫинчен кӗскен ҫеҫ каласа пӗлтерчӗ: — Пирӗн пурӑнӑҫ, Корчагин, губернаторӑннинчен те начартарах темелле. Нумай канашласа ларнӑ хыҫҫӑн хӗвелтухӑҫӗнчи Плент бухти патнелле кайма килӗшрӗҫ. Вӑл питӗ лайӑх старик, кашни ҫынпах ырӑ та ҫепӗҫ калаҫать, ҫапах вӑл леш княжнӑна ним вырӑнне те хумасть, ку вара чӗрене вӑйлӑ ыраттарать. — Вӑрттӑнлӑх мар-и ку? — Пач та вӑрттӑнлӑх мар. Ҫӗр! — тесе кӑшкӑрчӗ Паганель. Эпӗ ӑна нихҫан та манмӑп. — Ларӑр-ха пӑртак. — Мана пӗррехинче ху каланинех каласа пама пултаратӑп ӗнтӗ сана, — терӗ Аркадий вырӑн ҫинчен, ҫав самантра салтӑнса тӑракан Базарова: — «Мӗншӗн эсӗ ҫакӑн пек хурлӑхлӑ? Кӑтартсам мана хӑвӑн питне. Хӑрушӑ ку! Тунтикун, июнӗн 15-мӗшӗ. Ҫакӑнта пирӗн калаҫу урӑххи ҫине куҫрӗ те Грушницкий ҫинчен урӑх сӑмах пулмарӗ. Пурпӗрех!» — терӗ вӑл. Халӗ эсӗ ҫак ҫур-утрав синче нимӗн те асӑрхамастӑн-и? — тесе ыйтать пичче. Кашниех хӑй мӗн калама пултарнӑ, ҫавна каласа янӑ, пурте пӗр харӑсах ӑнланса илнӗ. Ҫапах та кашни хутӗнчех телей пулман пирки вӑл шанӑҫа ҫухатса пынӑ, часах вӑл, хӑйсене кирлӗ ҫула тупасчех тесе ӗмӗтленсе, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑрӑна-пӑрӑна кӗме пуҫланӑ. — Юрататӑп маттур ҫынна чӑн сӑмахшӑн, — терӗ Кирила Петрович. Ҫитӗннисен ҫӗнӗрен шӑтмаҫҫӗ вӗсем. «Мӗн эсӗ, француз, тӗк тӑма пултараймастӑн?» — пӗр-икӗ хутчен асӑрхаттарчӗ ӑна Берсенев. Алексей унӑн карточки ҫине пӑхнӑ чух ӑна яланах ҫакӑн пек туйӑннӑ: хытӑрах ҫил вӗрсенех, вӑл хӑйӗн чечеклӗ платьипе пӗрле лӗпӗш пек вӗҫсе кайма пултарать… Малашне те ҫакӑн пек пулсан, эпӗ хамах каятӑп; эпӗ ун чури мар: эпӗ княҫ херӗ!.. Мещенрен тухнӑ пӗр-пӗр шарлаттан та сиртен чӗрӗрех… Пӗтӗмпех ванса, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ вӑл, ҫулӗпе илсен, манпа тантӑш тесе шутлатӑп эпӗ, анчах Кондрат ҫапла калать: ӑна пирӗн казаксем Мускав патӗнче Наполеонранах туртса илнӗ имӗш… — Nane ancora spento (вӑл пӗтӗмпех пӗтмен-ха) — il antico valor! Вӑл кӑкӑрне хӑпартрӗ. Хӑйӗн карьери ҫинчен, опера ҫинчен, чаплӑ тенор Гарсиа ҫинчен калаҫса кайрӗ те — Ганауана ҫитнӗ ҫӗре пит маттурланчӗ. — Эсир ҫырӑвне илӗр-ха… Юлашки пек пулас пулсан та, ҫавӑ уншӑн хӑй ним пӗлмесӗр иккӗлле шухӑшласа, асапланса пурӑннинчен лайӑхрах пулас пек туйӑннӑ. Вӗсем пире пиллеҫҫӗ; венчете кӗрӗпӗр… Кайран унта, пурӑна киле, эпӗ шанатӑп, аттене тархасласа ҫавӑратпӑр; анне пирӗн майлӑ пуласси паллах, атте пире каҫарӗ… Пӗр-ик сехет каялла эпӗ вӑрманта ун умне пырса тухрӑм, вӑл мана: «Эсӗ кӑшкӑратӑн пулсан, чунна кӑларатӑп», — терӗ, мана вырӑнтан тапранмасӑр ларма хушрӗ. Анчах нимӗн тума та ҫук. Лешӗ ҫавсене асӑрхасшӑн та пулмарӗ, пуҫне тайса илчӗ те, ҫывӑракан ачана йӑтса пынӑ пек, тӑсса хунӑ аллисем ҫинче чӗркевне тытса, сцена ҫинчен анса кайрӗ. Эпӗ: комедисене чӑтма пултараймастӑп, тетӗп. — Питех те ыйтатӑп сирӗнтен кун пирки. — Мӗн турӑр вара эсир халиччен хатӗрленӗ вутта турттарса килес тӗлӗшпе? Э-э! — тенӗ вӑл, пӑртак чӗнмесӗр тӑрсан. Егорушкӑна вӑл хӑйӗн вырӑнӗнче мар пек туйӑнчӗ, мӗншӗн тесен ӗнер ҫурӑм хыҫӗнчен тухнӑччӗ, паян чылай сулахайрахран ҫӗкленет. Мӗн вӑйӗпе ӗҫлетӗр эсир? — Н-да, ӑна циркаччӗ… Эсӗ, Робеспьер? Хайхи леш экзаменатор хӑратса шиклентернӗ ачасем Огнянова ӑшшӑн кӑмӑлласа пӑхрӗҫ. Ун куҫӗнчен куҫҫуль шӑпӑртатса аннӑ; вӑл хӑй ӑҫта кайнине пӗлмесӗр малалла уттарнӑ. Вара вӑл каллех йывӑррӑн сывла-сывла ҫине-ҫинех Андрей ҫинчен каларӗ, унӑн ҫыхӑнусӑр халапӗнче пӗр шухӑш кӑна, тетеле лекнӗ ҫӑрттан пек, ҫине тӑрсах, хыттӑн ҫапӑнса тӑни сисӗнчӗ: каять ӗнтӗ Андрей — пӗтетех пулмалла, тет пек ҫав шухӑш. Марийка ӑна тӳррӗн тавӑрса калаймарӗ, Бойчо ҫапах та хулара мӗн пулса иртнине сиссе илчӗ ӗнтӗ: пӑлхав хускатма хӑтланнӑ иккен те, тӗрӗксем ӑна ҫийӗнчех пусарса лартнӑ, халь ак вӗсем Бяла Черквана хӑйсен аллинче тытса тӑраҫҫӗ. Ҫулне ӳстермен-и эсӗ? Пӑхма ҫамрӑкрах курӑнан! — теҫҫӗ мана. — Вӑтӑр утӑмран карта тивертетӗп. Паллах, пистолетне хӑнӑхса ҫитнӗ пулсан, — терӗм. Ҫапла ӗнтӗ, кӗркунне те ҫитрӗ. Ҫак телеграммӑна илнӗ хыҫҫӑн вунӑ сехетрен хулари учрежденисене пурне те хуларан кӑларма хушатӑп. Вӑл Данте ҫырнӑ «De Monarchia» ятлӑ сочинени пулнӑ. Малта, лавсенчен пӗр-икӗ ҫухрӑмра, ҫуллӗ мар вӑрӑм ампарсемпе черепица витнӗ пӗчӗк ҫуртсем курӑнаҫҫӗ; ҫурчӗсем ҫумӗнче хуралтӑсем те, йывӑҫсем те ҫук. Вара каллех Гальмало кӑтартнӑ еннелле утса кайрӗ. Чарӑн!» янӑраса кайрӗ Бирюкӑн ҫирӗп сасси. Шухӑшӗ вара пӗрре ҫеҫ: «Ил, ил мана, манӑн Лизӑна! Ҫук, ҫук, эсир кӑштах тӑрӑр-ха… — Ҫук. Ун хыҫҫӑн, вилесле ҫухӑрса, хӑлхисене силлентерсе, анчӑк чупрӗ, анчӑк хыҫҫӑн ахӑра-ахӑра ачасем ыткӑнчӗҫ… Мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ эпир, — ыйтрӗ старик, каялла та малалла тайкаланса, хурлӑхлӑн ӗсӗклесе. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ Яков Лукич — Гремячири колхоз правленийӗн членӗ — вунтӑватӑ сурӑхне пӗр харӑсах пусса пӑрахрӗ. — Воздух!.. — кӑшкӑрса ячӗ те повар-музыкант, вӑрӑм авӑрлӑ ҫӑпалипе сулларӗ. Вӗлерсех пӑрахнӑ. Ку хӗр пуян пулнӑ. Княгиня сӗтел хушшинче нимӗнтен те именмерӗ, нумай ҫирӗ, апат-ҫимӗҫе мухтарӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл тарӑн шухӑшлӑ ҫын тата философ, ҫамрӑк ӑстаҫӑ та пулнӑ. — Ҫапла-и? Чупсах суха тӑвать. — Крушени хӑш тӗлерех пулчӗ? — тесе ыйтрӗ майор. Маякин хреснай ывӑлӗ ҫине пӑхса илнӗ те чӗнме пӑрахнӑ. Арӑм пит-куҫӗнче савӑнӑҫ палӑрчӗ. Анчах вӑл мана курчӗ те эпӗ мӗн шухӑшланине тӳрех ӑнланчӗ, хӑйӗн сӑн-сӑпатне улӑштарчӗ. — Сана ӗненмешкӗн эпӗ тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех парӑттӑм: унпала вара санӑн мӗнпур ҫылӑхусем те каҫӗччӗҫ. Лешӗ, приемнӑйне тухса, Воропаева хул айӗнчен тытрӗ те хӑй патне кабинета илсе кӗчӗ, кресло ҫине лартрӗ, унтан, килнӗ ҫыннӑн докуменчӗсене вуласа тухичченех, тем ӗненмен пек, ӑна куҫран пӑхса илчӗ. Пӗр чугун чавса кӑлартӑмӑр. Икӗ тимӗр кӗреҫе — ҫунсах кайман; авӑрсӑр пуртӑ тупрӑмӑр. Халӗ эпӗ «хура» посудник е, урӑхла каласан, «кухняри мужик», эпӗ уйӑхне ҫичӗ тенкӗ илетӗп, ман ӗҫ — повӑрсене пулӑшса тӑрасси. Джон ӑна ӗмӗр-ӗмӗр пӗр сӑмахра пулма шантарчӗ, вӑл ӑна ӗмӗр ыр сунатӑп терӗ. Эсӗ ирччен унта юл, эпӗ полка каятӑп — сирӗн батарейӑр ӑҫта тӑнине ыйтса пӗлетӗп те, ыран вара, сана илме килӗп. Ҫывӑрнӑ-ши вӗсем? Малта контрразведка начальникӗ Шварковский пырать, — садист, урнӑ йытӑ. Фелим алӑк патнелле пынӑ, хӑй рольне лайӑх выляса ирттернӗ артист пек, кӑмӑллӑн пӑхса вӑл каллех хай хураллакан алӑк умне тӑнӑ. Хӑранипе ним тума пӗлмен ҫынсем ҫӗртен, мӑкран яра-яра илеҫҫӗ. Артур пӳлӗмне тахӑшӗ васкаса хыттӑн шакканӑ чухне вӑл пит хытӑ ҫывӑрнӑ. — Ӑҫта ҫӗр? — кӑшкӑрчӗ Дик. Пире темиҫе ыйту пачӗ те, его высочество тронӗн аялти картлашки ҫинче ларакан хыҫсӑр та лутра виҫӗ пукан ҫине ларма ирӗк пачӗҫ. Тимошенко икӗ сӑмахпах ӑнлантарса пачӗ:— Ухтарма килтӗмӗр, — терӗ вӑл. Дубцов, кӑмӑллӑн кулса, ӑнлантарса пачӗ. Пурӑнасса вӑл — хӑйӗн аппӑшӗ патӗнче, картишӗнчи флигельте пурӑнать. — Карчӑк йӗнерлесе хучӗ пулать сана? — ыйтрӗ вӑл, чӗтрекен тутисемпе йӑл кулса, куҫхупанкисем айӗнче йӑлтӑртатса илнӗ куҫҫульне пытарма та шухӑшламасӑр. Атте час таврӑнмарӗ. Унтан, куҫӗсене хӗскелесе, хулпуҫҫисене сиктеркелесе ташланӑ май ҫапла юрларӗ: Чуптуса эп илӗп те Ҫыхӑп ӳт тӗсли лентте, Надя, тейӗп, эп ӑна. — Акӑ мӗн, сэр, — терӗ капитан, — эпӗ сирӗнпе тавлашса каяссине пӗлсех, яланах пытармасӑр калатӑп. — Ну мӗнех-ха! — терӗ моряк. — Ку каюта шӑпах ман валли… Унӑн питҫӑмартийӗ ҫинчи куҫҫулӗ уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатать, анчах вӑл йӑвашшӑн кулать. Пуҫ кашлать, вӑрманпа уҫланкӑ ҫаврӑнса кайрӗҫ, вӗсем тӳп-тӳррӗн ҫӳлелле тӑнӑ пек курӑнчӗҫ. Ывӑлӗсене вилме савӑнсах кӑларса яракан амӑшӗсем хӑҫан пулӗҫ-ши?.. Кӗтмен хӑнасем ҫине вӑл ҫилӗллӗн те асӑрханса пӑхса илчӗ. Лешӗ хисеплӗ жестпа мӑйӑхӗсене якаткаланӑ, ҫав мӑйӑхӗсен айӗнчен Фома ҫинелле йывӑр, ҫуллӑ, ирсӗр сӑмахсем юхнӑ: — Мӗншӗн тесен, пирӗн хулара пӗр кокотка катӑлать… — тенӗ мӑйӑхли. Кӳмерен тухрӑм та купса патне кайрӑм. Темиҫе кунтан амӑшӗпе Софья Николай умне чухӑн тумланнӑ мещен хӗрарӑмӗсем пек, кивӗ ҫитсӑ платйӗпе кофта тӑхӑнса, ҫурӑм хыҫне кутамкка ҫакса, алла туя тытса тухса тӑчӗҫ. — Чарӑнӑр! Ҫакӑ ахӑртнех, чернилне тунӑ чухне пуҫ ыратнине чаракан эмеле сахал е ытларах янипе, е тата вӗренекен ачасем ҫав хута ҫӑтасшӑн мар пулнипе, вӗсем ӑна ҫӑвара хыпнӑ-хыпманах айккинелле пӑрӑнса сурса пӑрахма хӑтланнипе ҫапла пулать пулмалла. Барыня, ӑшшӑн кулкаласа, ун ҫине тинкерӳллӗн пӑхнӑ. Сассисем тӑрӑх шутласан, вӗсем тарӑхса пекех хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ, анчах эпӗ сӑмахӗсене тӑнкарса илеймерӗм. Кораблев вырӑнӗнче хам пулас пулсан, ҫав калаҫу пирки эп асӑнтарманах пулӑттӑм. Пӗтӗмӗшпе ялхуҫалӑхӗ ун чухне вӑтам ӗмӗрти кая юлнӑ техникӑллӑ уйрӑм вак хресчен хуҫалӑхӗсен вӗҫӗ-хӗррисӗр океанӗ евӗрлӗ пулнӑ. Хаклӑ тусӑм, эпӗ каллех кунта Сильвио кукка патне хӑнана килтӗм. Ку ӑмансене вара Горохӑвӑй урамӗнче пурӑнакан цирульник тӑвать. Виле тӑпри ҫинче хӗҫпӑшалсем: авӑрланӑ пӑшал, сӑнӑ, питӗ чаплӑ пуртӑ, ҫӗр айӗнче сунара ҫӳреме ҫителӗклӗ тарпа пулькӑсем выртаҫҫӗ. Пальтӑвӗ унӑн тӗссӗр, пысӑк шӑмӑ тӳмеллӗ, сюртук майлӑ ҫӗленӗскер. Кӗтсе тӑр! Асту, сасӑ кӑларсан — тинӗс тӗпӗнчен те тупӑп… Ачи вара аванскер, пырать… — Халӗ — колхоз, пӗлетӗн-и? Эпӗ ҫавӑн ятлаҫнине, музыкӑна итленӗ пек, итлерӗм, эпӗ хурланнипе тата ӑшра Наталине тав тунипе чӗреме вӗри куҫҫуль вӗтелентерсе тӑратчӗ, ӑна чарма хӑтланнипе эпӗ чӑнтӑхсах каяттӑм. Хӑшпӗр чухне ҫыру пӗрер-икшер эрнипех килмен, анчах кайран пурпӗрех ҫитнӗ. Оленинӑн пурнӑҫӗ пӗр евӗрлӗ, тикӗс шусӑ пычӗ. Ӑна ҫавӑнтах ҫавӑрса илнӗ, ӳкӗтлеме пуҫланӑ: — Тӑхтӑр-ха! Тиканӑн пичӗ вилнӗ ҫыннӑнни пек пулса кайрӗ. — Нумай пӗлетӗн эсӗ, — терӗ вӑл пӗррехинче Вялова, лешӗ ӑна васкамасӑр:— Ҫавӑнпа пурӑнатӑп та. — Алла тытрӑм та, ҫавна питӗ хӗрхеннипе ҫав тери хытӑ ӳлесе макӑрса ятӑм, чӗрем ҫурӑлсах тухатчӗ! Пӗтӗмпех тӑна кӗмешкӗн мана пӗтӗм Гамбург хулинчи сывлӑш та ҫитес ҫук. Вӑл козаксем ахаль пурӑнӑҫпа пурӑннине юратнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн Варшава еннелле туртакан юлташӗсемпе вӑрҫса-харкашса пӗтнӗ, Тарас вӗсене Польша панӗсен тарҫисем тесе вӑрҫнӑ. Кӑшкӑрса ярасса ҫитетӗн — пушмак кирлех-ҫке-ха ӑна! Санӑн господин, ху пӗлетӗн, ҫынна чӗрӗллех хыпса ҫӑтать вӑл, ав мӗнле. Унӑн сӑн-пичӗ халь ӗнтӗ вӑл ҫак калаҫӑва хутшӑнмасӑр аяккалла кайнине, хӑй пӗтӗмпех темӗнле пӗлӗт тӳпинелле вӗҫсе хӑпарнине палӑртакан сӑн-сӑпатпа улшӑнать. — Кунта килӗр, — терӗ вӑл. Тепӗр чухне унӑн сӑнӗ сиввӗн, ҫиллессӗн курӑнать. Халь ҫавӑнпа хӑтланмалла тейӗн: ачи ҫамрӑк, таҫтан аякран тавӑрӑннӑ, ывӑннӑ (ку ачи ҫирӗмрен те иртнӗскер-ха, пӗвӗпе пӗр чалӑш ҫӳллӗш), унӑн халь хӑналанас пулать, мӗн те пулин ҫиес пулать, вӑл ӑна ирӗксӗр ҫапӑҫтарма пӑхать». — Тен, нимӗн те сӗнмен пулӗ, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн? Пӗт, путсӗр, намӑссӑр, сицилист, пуҫна пултӑр! станица атаманне каласа паратӑп! Эпӗ ҫапла ӑслӑн та кӑштах тӑрӑхлараххӑн кулнипе профессор кӑмӑлне юрасшӑн пултӑм, анчах пачах урӑхла пулса тухрӗ. Ҫакӑн пирки эпӗ хам та вӗсене ӑнлантарса пама васкамарӑм, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫири тумтир чӑнласах та тумтир иккенне пӗлсен тата мана, тумтирсӗр курсан, мана чӑн-чӑн еху тесе йышӑннӑ пулӗччӗҫ, ҫакӑ вара маншӑн питех те килӗшӳсӗр япала пулнӑ пулӗччӗ. Анчах хамӑн вӑрттӑнлӑха нумай вӑхӑт пытарса усрама май пулмарӗ. — Ручнойпа-и? Вӑл сӑмсине шур ҫырли аврисем ӑшнелле чиксе, пӗчӗкрех хыр вуллине аллипе ыталаса илнӗ пек выртать. Маттур, маттур… — мӑкӑртатса илчӗ Женя. Вӑл ҫав тери хӑрушӑ этем, ҫавӑнпа та эпӗ ӑна кӑшт хытӑрах тыткалама кирлӗ тесе шутларӑм; ӑна чӑнах та ӗнтӗ ҫемҫерех тыткалаҫҫӗ… — Эсир чӑнах та чирлӗ те хӗҫпӑшалсӑр, ҫитменнине тата хӑвӑр «кӑшт хытӑрах тыткалама йышӑннӑ» ҫын патне ҫывӑха пыма хӑрушӑ, тесе шутлатӑр-и? Анчах лӗпӗшсем Джека мар, ытларах Бенедикт пиччене илӗртрӗҫ, ача хӑй ӳссе ҫитӗнейменшӗн, фактори хӳми урлӑ пӑхма пӗвӗ пӗчӗккишӗн ҫав тери хуйхӑрчӗ. Ҫав пӗчӗк утрава скелет утравӗ теҫҫӗ. Тарҫӑсене те саккун тӑрӑх тара тытатӑп: манӑн арӑм чирлӗ. Мана аллӑра парӑр та аллея тӑрӑх уткаласа ҫӳрер. — Анчах, эпир ҫӗртен халӗ те ҫавӑн пекех аякра пулсан, «Пилигрим» ним чухлӗ те вырӑнтан куҫман пулать эппин? Тӗксӗмрех ура хырӑмӗсене пула унӑн аялтан тӑхӑнмалли юбкин чӗнтӗрӗсем чӑлт шурӑ курӑнаҫҫӗ. Ҫав смерч пирӗн тӗле ҫитес пулсан, пире те хӑйпе пӗрлех пӗтерсе антарнӑ пулӗччӗ. Сыхланмасӑр ҫӳрекен профессор хамӑр аташса кайма пултарассинчен пӗртте хӑраманскер, мана пӗрмай аяккалла илсе каять. — Эпӗ сана пӗр сӑмах каласшӑн. Манӑн атте эрех кӳпсе тултарсан, ӑна пуҫран темӗнте те ҫапма пулать… Хӑть чиркӳпе ҫап, нимӗн те пулас ҫук, чӑнах. Элен та, ашшӗ пекех, ҫул ҫӳреме хавас чун-хавалӗпе ҫуралнӑ пуль тесе шутланӑ вӑл. Каҫсерен вара ун патне Ерошка мучи пыра-пыра ларкаларӗ. Чылай ҫӗрле пулсан, унӑн результачӗсене хисепе илчӗҫ: фактсен ӳкӗте кӗмен логики ҫӗмӗрсе тӑкнипе, ҫынсем Корчагин енне куҫнипе хай майлӑ тӑма пултаракансене ҫухатнӑ Цветаев тӗрӗс мар утӑм турӗ, вӑл татӑклӑн сасӑлас умӗн Корчагина тухса кайма хушса, демократие пӑсса хучӗ. Вара пӗтӗмпех урӑхла май пулса тухрӗ: кӳршӗ йытти теплерен картишне пырса кӗрсен, ӑна мӗн лекнӗ, ҫавӑнпа пенӗ, ача-пӑчасем хӳме урлӑ каҫса кӗрсен, кӑшкӑрса та макӑрса, килне ҫитсен кӗписене тавӑрса, ҫурӑмӗ ҫинчи хулӑ йӗрӗсене кӑтартнӑ; леш кинемейӗ те, пӗрре Иван Иванович унтан тем ҫинчен ыйтса пӗлес тенӗ чух, ҫав тери киревсӗр хӑтланнӑ, вара Иван Иванович, хӑй питех те йӗркелӗскер, сура-сура: «Ах, путсӗр карчӑк! хӑй улпутӗнчен те путсӗртерех!» тесе ҫеҫ юлнӑ. Мана вӑл ӑҫта та пулин Киевра ыйткаласа ҫӳренӗ пек туйӑнать. Ҫав питӗн чеченлӗхӗ йӑлтах, пӗтӗмпех ҫунса ялтӑракан ҫак пысӑк хура куҫсенче, — вӗсене варринчен кӑшт хуҫӑкрах ҫӳхе харшӑсем тытса илме ҫукла чеелӗх, пӑхӑнтарулӑх та айванлӑх сӗмӗсем парса тӑраҫҫӗ, — тата кӗре ӳтӗн кӗренлӗхӗнче те тутисен иртӗнчӗкле авӑнкӑҫӗнче, — вӗсенчен пӗри, аялти, кӑшт туллирех тути, татӑклан та юнтармӑшлӑн малалла талпӑнса тӑрать. Эпӗ ӑна миҫе хут та: «Чӗлхӳне чар, Устин! Анчах ку вӑл темех те мар, госпитальтен часах тухатӑп ӗнтӗ, каллех каятӑп хамӑн танкачсем патне. — Ӑҫта каятӑн? — Тӑватӑ ураллӑ страус, — кулса ячӗ Гаррис. Ун пек чухне вара барометрти ртуть питӗ аяла анса ларать. Анчах барометр хальхи пек хӑпарса пырсан, тӑвӑл часах иртет. — Килме ыйтатпӑр, тусӑм, ан тив килччӗр! — терӗ Сильвер савӑнӑҫлӑн. Ӑна ӗнтӗ эрех ӗҫсе янӑшӑн арестлеҫҫех тесе шутларӑм эпӗ. — Тепӗр сехетрен эпӗ сирӗн ҫуртӑрта ром ӗҫсе ларӑп. Унӑн ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ, тусанпа витӗннӗ борчӗсем ҫинчи шурӑ йӗрсене тата «Полевая почта» тесе ҫырнине те аран уйӑрса илме май пулнӑ. Семён ӑна вӗҫертрӗ те ҫавӑнтах, ҫутӑ ҫаврашки ӳкнӗ тӗлте, уйӑх пек пысӑк маятниклӗ тата вӑчӑраллӑ та кире муклашкиллӗ авалхи сехет ҫакӑнса тӑнине курчӗ. Инсаров пуҫне минтер ҫинче пӑртак пӑркаланӑ хыҫҫӑн шӑпланчӗ. — Каина ӑнланма ҫук. — Юлташӗ. Артур ҫав тери хӗпӗртерӗ, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ ректор университет пуҫлӑхӗсене, вӗсем студентсене ытла та ҫиллентерекен йӗркесем тунӑшӑн хытӑ критиклерӗ. Анма хӑранипе тӗттӗмленичченех эпӗ йывӑҫ ҫинче лартӑм. Лайӑх хӗрарӑм тес пулать, тӗрлӗрен кӗнеке парать, — тепӗр чӳх вуласа тухсан — ӑс-тӑн ҫутӑлсах каять! Халӗ вӑл хӑйӗн вӑрӑм куҫ тӗкӗсем айӗпе Петров ҫине тата час-часрах пӑхма пуҫларӗ, Петров хӑй те ун ҫине вӑрттӑн кӑна пӑха-пӑха илчӗ. Кунта урӑх нимӗн те калаҫмалли ҫук. Алексей ҫырӑва тата тепӗр хут пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Ответ ҫырмалли адрес вырӑнӗнче: «Гвардин кӗҫӗн техник-лейтенанчӗ Ольга…» тесе ҫырнӑ пулнӑ, хушаматне те кӑтартнӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫакӑ ун характерне хаярлатнӑ, мӗнпур козаксем пекех ҫирӗп характерлӑ ҫын тума пулӑшнӑ. Анчах хурал пӳртӗнче Яша та ҫук иккен, ку вара пурне те тӗлӗнтерчӗ. — Ӗнер сӗвӗрелсе ҫитрӗн-им, председатель? Пухӑнса тӑна халӑха хулпуҫҫийӗсемпе сире-сире, Павлюк ташлакансен картине кӗрсе тӑчӗ. Ҫук, ҫӗр туртмасть-мӗн, ун ҫине упа хӑйӗн вӗри кӗлеткипе хӑпарса выртнӑ та — ӑна пӑвать, лутӑркать, хӑрӑлтатать. Каҫхи апат ҫине хыҫҫӑн Шурӑ Кашкӑр ывӑлне каланӑ: — Ывӑлӑм, часах санӑн ачасен вӑййинчен уйӑрӑлма лекет. Верхняя Погромнаяра лармалла. — Эпӗ пуҫа кӑларса чӗнес терӗм, анчах, ҫук, шӑллӑм, улталаймӑн тесе шухӑшласа илтӗм. — Сирӗн биографи йӗрӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ саманчӗсем? Урӑх Сайлас тете нимӗн те каламарӗ. Айӑпӗ манра мар. Пичӗ унӑн шурса кайнӑ, тӗксӗмрех куҫ лупашкине путса аннӑ типӗ куҫӗсем урӑхларах пӑхаҫҫӗ, — вӗсем кун пек пӑхнине Макар халиччен курманччӗ-ха. Сӑнран пӑхма хай питӗ лӑпкӑскер, малтан: «перо шӗвӗртме ҫӗҫҫӗре парӑр-ха», тесе йӑвашшӑн ыйтать, кайран хӑй патне ӗҫпе пынӑ ҫынна пӗр кӗпе вӗҫҫӗн тӑратса хӑварать. Амӑшӗ ун патнерех пычӗ те, унӑн питӗнчен пӑхса, хуллен кӑна:— Сана кӳрентерчӗҫ-и? — тесе ыйтрӗ. Епле туллин усӑ курать вӑл пурнӑҫпа! Ҫурхи кун ачашшӑн йӑлтӑртататчӗ, Атӑл анлӑн сарӑлса кайнӑ, ҫӗр ҫинче шавлӑ та ирӗклӗ мӗн, — а эпӗ ҫак кунччен нӳхрепри шӑши ҫури пек пурӑнса ирттернӗ. — Мӗнле пулчӗ-ха вӑл? Дубровский хӑййине утӑ ҫывӑхне илсе пычӗ те, утта вут хыпса илчӗ — часах пӗтӗм картиш ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса кайрӗ. Илья хӑй тытӑннӑ ӗҫе ҫав тери тӑрӑшса тунӑ, ҫапах та валашкапа тачкӑн икӗ кустӑрминчен пӑрахут тӑвайман. Эпӗ кухньӑна ыткӑнтӑм, ун алӑкӗнчен пӳлӗмелле хура тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланса тухать, ун хыҫӗнче темскер чашкӑрса, шатӑртатса тӑрать. — Эпӗ те, вӑл пӗлнӗ пулӗ, тесе шутлатӑп. Магацитл!» Ҫапах ҫывраймарӑм эпӗ. Тӗрӗс, ҫак хастарлӑха пӗлмен ҫынсем те пулаҫҫӗ, вӗсем пурнӑҫа пурӑнма пуҫласанах тӳрех хӑйсем ҫине мӗнле сӳсмен ҫакланнӑ, ҫавна тӑхӑнаҫҫӗ, мӗн ӗмӗр иртиччен вара ҫав сӳсменпе тӑрӑшса ӗҫлеҫҫӗ. Ҫук! Уншӑн ответ тытасси-и? — Кӑтартса паратӑпах, — хӑй еккиллӗ ача пек хирӗҫлерӗ Нехлюдов, — анчах эсир часрах таврӑнӑр. «Девятка» та ҫӗр ҫинчен ҫакнашкал приказ илнӗ пулмалла. Анчах ҫапах та вӑл малтанхи пекех вӗҫсе ҫаврӑнса ҫӳрет. — Турра мухтӑр — ӑнланатӑн-и? — нумай систермелле калать вӑл. Кайӑк юрлать. Кала. Пассажиркӑсене хӑйӗн каютинче вырнаҫтарас шухӑш Билль Галлейӑн асӗнче те пулмарӗ. Эпӗ тӳрех кураттӑм: ман тӗлӗшпе илес пулсан, арӑмӑн вӗчӗхнисӗр, ҫӗтӗлсе кӑна тӑнисӗр пуҫне урӑх нимӗнле туйӑм та ҫукчӗ, сайра хутра ҫеҫ вӑл хӑнӑхнӑ йӗркепе ҫемҫелетчӗ, ку ҫыннине илес пулсан вара, вӑл ман арӑма килӗшесси ҫеҫ мар, ӑна пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах ҫӗнтересси, лутӑркаса тӑкасси, ӑна пӗтӗрсе пӑрахса унран пӑяв явса хурасси, унпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвасси пӗтӗмпех паллӑччӗ, мӗншӗн тесен: вӑл капӑр, пачах та ытти ҫынсем пек мар; музыка енӗпе пӗр иккӗленӳсӗр талантлӑ; пӗрле купӑс калани вӗсене ҫывӑхлатать тата арӑмӑн туйӑмлӑ чунне музыкӑпа, уйрӑмах сӗрме купӑспа, вӑл хускататех. — Апла пулсан, эпир ун ҫине Айртона тӑратса хӑварма пултараймастпӑр. — Маттур казак пулассу килсен, мужик мар, джигит пул. Кун ҫинчен нимӗн шухӑшламалли те пулмарӗ. Амӑшӗ вара Весовщикова кӑшт ҫеҫ пуҫ тайса ӑнӑҫу сунчӗ те хӑйсен хваттерӗ енне утрӗ. Вӑл хула тӗлӗнчи уҫӑ вырӑна пырса тухнӑ ҫӗре лӑпах вунӑ сехет ҫитрӗ. Вӑл ҫӳллӗ ҫыран патӗнче, йывӑҫ мӗлкисем тӗлӗнче, пӑрахут тӑнине курах кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫавна тума кирлех пулнӑ. — Итле-ха, Том, каяр. Каяс пулать, кирек ӑҫта та пулин тарас пулать, кунта юлма юрамасть. Айртонӑн сутӑнчӑклӑ ӗҫӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑ хыҫҫӑн, Грант капитана тупасси пирки нимӗнле шанӑҫ та юлмарӗ. Таркӑн эпӗ. — Мӗнле — мӗн? — Кам-кам вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Тӗттӗмлӗх темиҫе самант хушши унӑн сивлек пайӑркисемпе тулса пырать пек. Мӗнле фронтра? — О, Елена! — терӗ Инсаров: — санӑн кашни сӑмаху ман ҫине никам татайми сӑнчӑр хурать! — Кам унта, Чезаре? Аялти картлашка ҫинче чарӑнса тӑчӗ, — ансӑр чӳрече витӗр кӗрекен хӗвеллӗ ҫутӑ стена ҫинче пайӑркасем ҫемҫен чӳхенеҫҫӗ-выляҫҫӗ. — Эпӗ ӑна сӑмахран ҫеҫ калатӑп… Ӗҫӗ пырать, юрамалласкер. Пуҫӗ аван ӗҫлет унӑн, пирӗн герцогӑн, мӗн тумаллине хальхинче те часах шухӑшласа кӑларчӗ вӑл. Парӑр-ха канма, — терӗ. Авалхи ҫынсем Уйӑх тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра ӑна хӑрушӑ пысӑк чӗрчун — вӗри ҫӗлен ҫисе ярать, тесе шутланӑ. Хӑвӑрах калӑр-ха, унсӑрӑн ҫавӑн пек ӗҫре ҫӗнтернӗ пулӑттӑмӑр-и? Ҫак сӑмахсене каласан, ӑна акӑ ҫапла чӗпӗтсе ил, — терӗ вӑл. Эсӗ каппайчӑк мар, чӑн-чӑн сунарҫӑ пулсан, эпӗ сана пурне те кӑтартӑп. «Ну, Томӑн ӗҫсем начар апла, — шухӑшларӑм эпӗ, — хӑвӑртрах утрав ҫине каҫмалла». — А халӗ тусӑмсем, — терӗ Гленарван, — лагере кайӑпӑр, хамӑрӑн ӗҫсене пӑхса тухса малашне мӗн тӑвассине сӳтсе явӑпӑр. — Аттен укҫи сахал мар-ҫке… мӗн вара эсир ытлах… — Эпир пиччепе иксӗмӗр те фабрикӑра ӗҫлетпӗр, — тет Илюш. Мережкова, аллисемпе паллӑ туса, радиона чарма ыйтрӗ, анчах ӑна ачасем тӳрех ӑнланса илеймерӗҫ пулас. — Ой, эсӗ мӗн каланине эпӗ ӗненме пултарнӑ пулсан! Эпӗ унӑн пысӑк ишкӗҫӗсене куратӑп. — Эпӗ питӗ ывӑннӑ, эпӗ ватӑ; мана хам питӗ нумайранпа пурӑннӑ пек туйӑнать. Хӑрушла вӑйлӑ ҫапӑҫу пулчӗ кунта? — Калӑп. Антон Прокофьевич хытӑ кӑшкӑрма тытӑнчӗ (унтан хытӑ кӑшкӑрма урӑх никам та пултараймастчӗ ӗнтӗ), вара ун патне, леш, эпир пӗлекен арӑмпа виҫесӗр вӑрӑм та шалпар сюртуклӑ ача ҫеҫ те мар, Иван Иванович картишӗнчи ачасем пурте вирхӗнсе чупса ҫитрӗҫ. Тен, Робинзонла выляса савӑнмашкӑн унӑн пултарулӑхӗ те пысӑк, анчах шухӑшпа сӑнарласси кӑна ҫителӗксӗр пулӗ. Эсӗ чула та хӗрхенме пӗл, чул та хай вырӑнӗнче усӑ тӑвать, чулпа урамсене сараҫҫӗ. Рубеж вӑтаҫӗрӗнчи оборонӑна татса кӗрсен, нимӗҫ танкӗсем вӑрман урлӑ тӳрех Вазуза патнелле ҫул тытрӗҫ. Ҫаврӑн. Тӳсме ҫук асапланмалла пулӗ! Тунтикун, июнӗн 22-мӗшӗ. Вӑл, чӗтренсе те йӑшӑлтатса, ташланӑ пек, ункӑ тӑрӑх вӑраххӑн ҫаврӑнса юрлать, унӑн пурнӑҫ сӗткенӗ ҫӑралса та хаярланса пырать. — Сорчӗ — «Ылтӑн налив». Килте темӗн пулса иртнине эпӗ тарҫӑсен сӑнӗнченех пӗлтӗм… — Ҫук, ҫук, эпӗ тачах та ӗҫместӗп, эсир куртӑр вӗт… Санин хыҫалтан Марья Николаевна ҫине пӑхса пычӗ: ун кӗлетки, корсетпа хытӑ, анчах кансӗрлемелле мар ҫыхнӑскер, илемлен чӳхенсе пырать. Эпӗ ӑна сире пӗр-пӗринпе туслаштарас шутла чӗннӗччӗ вӗт-ха. — Ҫук, терӗ вӑл, — эпӗ хамӑн хастарлӑха кайран, ытти мӗнпур сурансемпе пӗрле аран-аран тӳрлетме пултартӑм. Вӑл тӗлӗкре темӗн пысӑкӑш пушӑ вырӑн тӑрӑх ҫӳресе, выртса ҫывӑрма юрӑхлӑ лӑпкӑ кӗтес шыраса тупма тӑрӑшрӗ. Алексей ирӗксӗрех пуҫне хулпуҫҫисем ӑшнелле хутлатса кӳртрӗ те одеялӗпе витӗнчӗ. Кӑнтӑрла умӗн Корчагин ушкӑнӗн хӗрӳ ӗҫӗ кӗтмен ҫӗртенех чарӑнчӗ. Малалла — ман ӗҫ. Наступлени тунӑ чух нимӗҫсен вут-ҫулӑм хӑвачӗ ытларах пулассине Озеров капитан пит лайӑх ӑнланать, ҫавӑнпа та пуринчен ытла вӑл полкри пемелли хатӗр таврашсене, рубежра епле валеҫсе, маскӑласа лартнине тата вӗсем пӗр-пӗрне епле пулӑшса тӑма пултарассине хытӑ асӑрхать. — Маунганаму пек тӑрнашкасем, — терӗ вӑл, — ҫак утрав ҫинче питех те нумай. — Ҫулне тупаятӑн-и? — Каяҫҫӗ ҫав, — тенӗ кӳрши: — нимӗн каласа итлеттермелли те ҫук. Хӗвелӗн температури ытла та пысӑк, унӑн тулашри температури 6 000 градуса ҫитет. Судра пӗтӗмпех кӗвӗҫӳ пирки пулса иртнӗ тесе пӑхрӗҫ вӗт. — Пит аван, — хӗпӗртерӗ Юргин: хӑйсен ирӗкӗпе килӗшекенсене юратнӑ вӑл. Аренӑна хупӑрласа тӑракан Келлипе ытти ҫынсем, Денни майлисем алшӑлли пӑрахса паман пулин те, полицирен ҫапӑҫуна чармашкӑн пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ. Нушана? Ҫук, француз булкисем йывӑҫ ҫинче ӳсеҫҫӗ тесе шутлакан институтка евӗр, йӑлтах янтипе пурӑннӑ эсӗ. Ҫак тапхӑрта, унӑн чунӗ романтикӑн тӗтреллӗ те аслӑ тӳписем патнелле ҫӗкленнӗ чухне, шут-паяцла хӑтланни те тата ҫӑт тытакан тӗрлӗ тӗслӗ йӗм тӑхӑнни те хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑ пекле туйӑнчӗ. — Игнат, йывӑррӑн сывласа янӑ та, шӑмарса: — Иртерех ирсӗрлентӗн… — тесе хунӑ. Уҫланкӑ тӗлӗнчех, ҫунаттисене ывӑннӑн сулкаласа, ула курак вӗҫсе пырать. Улӑхса каятӑп та ҫӳллӗ хӳме ҫине — ларатӑп вара ҫав тери телейсӗр, пӗр-пӗччен те тӑлӑх каччӑ пек; хушӑран хама хам та шеллетӗп — ҫавӑнпа савӑнӑҫлӑ пекчӗ мана ҫав хурлӑхлӑ сисӗм-туйӑмсем, эпӗ вӗсемпе киленеттӗм!.. Сӗтел хушшинче, алӑка тӳртӗн ларакан пысӑк кӗлетке ҫавӑрӑнчӗ те, пиччӗшӗ хура та ҫӑра куҫхаршисем айӗн Павка ҫине пӑхрӗ. Пирӗн приписник ӑна ҫапла тавӑрать: «Епле пурне те тумарӗ? — тет. Ҫак ирсӗр суту-илӳпе тӗрлӗ сийсенчен тухнӑ ҫынсем аппаланаҫҫӗ. — Кӗр шыва, — тесе хушрӗ ӑна улпучӗ: — вӗсене шампа туртса кӑларма пулӑш… Манӑн пиччепе калаҫассӑм килет, анчах шыв кӗрленипе вӑл ман сассӑма илтес те ҫук. Кам та пулсан ҫак йӗркене пӑссан, индеецсен аслисем Тытакансене ҫав ҫынсене наказани пама хушнӑ. Сӑрт ҫинче шурӑ хурӑн ҫиҫсе ларать. Эсир суя калатӑр тесе сире никам та айӑплама шутламасть. Вӑл кӗскен вӗрентсе каланисем мана кӗнекесем ҫине тата тимлӗрех пӑхма вӗрентсе пыратчӗҫ, хам сисмесӗрех кӗнекесем, пьяницӑна эрех кирлӗ пекех, кирлӗ пулса тӑчӗҫ. Мотоциклӑн чи кирлӗ пайӗсем пулман иккен, вӗсене заводра кӑна тума пулать. Сывӑ пулса юлӑр!» Вӗсем хушшинче вӑл ватӑ ҫын аллипе чӗрмелесе ҫырнӑ амӑшӗн виҫ кӗтеслӗ конверчӗсене тата палланӑ конвертсене, хӑйсен гимнастёрки кӗсйинче ҫӳрекеннисем йышшисене, асӑрхарӗ. Ку япаласем императоршӑн пӗртте усӑллӑ пулман, ҫитменнине вӗсене йӑтса кайнӑ чух ҫӑмӑллӑнах пӑсса е ҫӗмӗрсе пӑрахма пултарнӑ, ҫавӑнпа эпӗ хам панӑ сӑмахсене ним те улӑштармасӑрах вӗсене император чиновникӗсенчен пытарса юлма шутларӑм. Ливингстон тӗпчевҫӗ ҫак вӑрӑ-хурахла тапӑну хыҫҫӑн хӑй темиҫе уйӑх малтан пулса курнӑ вырӑнсене паллайман та. «Сывӑ пул, сывӑ пул, Ганна!» ҫине-ҫинех илтӗнчӗ темиҫе йӗкӗт сасси. Йӗкӗтсем голова мӑйӗнчен ҫакӑнчӗҫ. Вӑл хӑйӗн типнӗ, кукӑр пӳрнисемпе бутылка ҫӑварне уҫма тӑрӑшрӗ. Эпир пурте ҫапла шутлатпӑр. Ку вӑл ҫу сӗрнӗ брезентпа тирпейлӗн чӗркенӗ «максим» текен станоклӑ пулемет пулчӗ. Ҫапах та Дик хӑраса ӳкмерӗ. — Кил-ха кунта, манӑн тире тӑхӑн эс, ун ӑшӗнче ҫаврӑнкала, эпӗ эс кам пулса тӑнине курӑп, — ӑслӑ ҫын! Ку вӑл, тӑванӑм, юрату мар, асап кӑтартни ҫеҫ. Ҫур ҫула яхӑн кухньӑра кӗҫӗн повар пулса ӗҫлерӗ, унтан каллех чашӑк-тирӗк ҫӑвакан ҫӗре сиксе тухрӗ — аслӑ повар сирпӗтсе кӑларчӗ, каланине итлемен ача унӑн кӑмӑлне каймарӗ, ара хӑлха чикки панӑшӑнах ҫӗҫӗпе яшлаттарасса кӗтсех тӑмалла-ҫке унран. Ҫак ӗҫе тума вӑл ятарласах ҫуралнӑ тейӗн. Манӑн пирвайхи хут тӗл пулакан дикарьсен аллине лекесси, хама вӗлересрен вӗсене браслетсем, кантӑк таткисем тата ҫавнашкал ытти ӑҫтиҫук япаласем парса ҫӑлӑнса хӑтӑласси кӑна юлчӗ. Лозневойӑн пуҫӗ ҫинче те тата янахӗнче те хӗрлӗрех тӗслӗ шӑрт ӳсме пуҫланӑ ӗнтӗ. — Трактор вӑл — паха япала, каламалли те ҫук, анчах эсир, рабочисем, вӗсене сахалтарах туса кӑларнӑ-ха, ҫакӑншӑн эпир сире ятлакалатпӑр та! Вӗсем хушшинче ӗлӗк ахаль священник пулнӑ чухне чаплӑ ҫынсен уссишӗн тӑрӑшни никам та пулман-и? Нимӗҫсенчен вӗҫерӗнме хӑтланса, Терентий Жигалов темиҫе секунд хушши пӗр чӗнмесӗр, мӗн-пур вӑйӗпе тапаланчӗ. Лешсем хӑйӗн аллисене шатӑртаттарсах каялла ҫавӑрса тытсан тин вара, хӑйне ҫӗклесе илсе ҫӗртен хӑптарсан, вӑл пӗр самантлӑха ҫеҫ тӳперен сӳнме пуҫланӑ уйӑх катӑкӗ ӳкнине курчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — А-а-а-а!.. Ман шухӑшпа сана сивӗ чир тытать. Ҫинҫе ураллӑ кӑвак кӗсри чул ҫинче тапӑртатса чарӑнчӗ. Майор секретарьтен унӑн хучӗсене пама ыйтрӗ те, лешӗ вӗсене шыранӑ вӑхӑтра урисене тӑсса ларса, хур тӗкӗпе шӑл хушшисене тасатма тытӑнчӗ. Ҫын курасран сыхланнӑ пек, хур тӗкне сулахай ал лаппипе хупласа тӑчӗ. Ҫавӑн пек пулма тӑрӑшӑр, ачасем, — терӗ Цанко, тулли куркине пушатса. Калаҫу ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсем ҫинчен пычӗ; анчах Лиденброк профессор сыхлавкаласа ҫеҫ калаҫать, хамӑр плансем ҫинчен нимӗн те калама юраманни ҫинчен кашни минутрах мана куҫӗпе астутарать. Ҫавӑнпа та вӑл, праҫник иртсенех, арчаран хӑйӗн ҫичҫӗр тенкине кӑларнӑ, виҫӗ пин тума ун ҫумне хӑй ҫумӗнчи 2 300 тенкӗ чиркӳ укҫине хушнӑ, лайӑххӑн шутласа укҫа хутаҫҫи ӑшне чикнӗ те кайма тапраннӑ. Крэнкбиль патне пырса тӑнӑ карчӑк, ун урапи ҫинче выртакан сельдерейсене суйланӑ май, калаҫма тытӑннӑ: — Мӗн пулнӑ ҫак сирӗнпе, Крэнкбиль атте? Апла пулин те, ҫакна вилӗмӗн питех те хӑрушӑ тискерлӗхӗпе танлаштарма май пур-и вара? Вӑл курпун сӑмсаллӑ ватӑ кайӑк евӗрлӗ пулса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ унӑн, ӗлӗкрех пӗтӗм пит-куҫне ҫутатса тӑракан ылтӑн шӑлӗсем те тӗксӗмленнӗ. Ну, нимех те мар, тӳссе пурӑн, хӑвна-хӑв тытма тӑрӑш, вара — тӳссе пурӑнӑн! Мана ҫил-тӑман ҫаплах та ахӑрать пек. Хамӑр ҫаплах юр тултарнӑ пушӑ хир тӑрӑх аташса ҫӳретпӗр пек. Вӑл ӗнтӗ халь — таҫта-ах! Эпӗ, вӑл каланине итлесе, отец Герасим ҫуртне кайрӑм. Анчах лешӗ ӑна тӳрех ӗненмерӗ. — Ҫапах та, — тетӗп эпӗ те, — герб ҫук тесе Джим тӗрӗсех калать, ӑҫтан герб пултӑр-ха унӑн? Вӑл лӑпкӑ та йӗркеллӗ калаҫса тӑчӗ. Анчах та ҫапла хӑйне хӑй лӑпкӑ тыткалать, хыпӑнса ӳкмест пулин те, вӑл вӗҫӗмсӗр супӗлтетекен, лара-тӑра пӗлми Назаркӑран чылай чӗрӗрех, чылай вӑйлӑрах курӑнчӗ. Хӑрах куҫлӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, ырханкка старик, дисконтер Лосев, кӑмӑллӑн хихиклетсе, ҫапла каларӗ: — Алексей Ильичӑн ӑсӗ — шӑши пек; пурне те пӗлет: ӑҫта ҫу выртать, ӑҫта сахал вӑл, хӑй тек кӑшлать, тек кӑшлать! Комендатура патӗнче нимӗҫсен сассисем илтӗнсе кайрӗҫ те, хӑвӑрт пыракан катер сӑмси умӗнче шыв ик еннелле сирӗлсе пынӑ пек, пӗтӗм халӑх кӗрлесе, ик еннелле сирӗлсе тӑчӗ. Хам кулинари искусствине лайӑх пӗлнипе мухтанса илес шутпа, эпӗ ку какай пельмень тума начар, тата вӑл сахал, терӗм. Вӑл, уссине якаткалам пек пулса, пӳрнипе ҫӳлти тутине сӑтӑрса илчӗ те ачасене савӑнӑҫлӑн куҫ хӗсрӗ. Вӑл ӗнтӗ иккӗмӗш самолёт епле пике тунине те, миҫе бомба пӑрахнине те курмарӗ. — Стена ҫине пӑхӑр-ха! — Перӗр! — терӗ вӑл: — Эпӗ хамран йӗрӗнетӗп, сире кураймастӑп. Географӑн шухӑшӗсем ҫунатлансах кайрӗҫ: вӑл хӑй шухӑшӗпе садри чи илемлӗ клетка тӑррине бронза ҫине:Жак Паганелӗн парни тесе ҫырса ҫапассине те тавҫӑрса илчӗ. Наталья ӑшшӑн кулса илнӗ, анчах мухтанисене ӗненмен, ӑна ачисем хитре мар пек туйӑннӑ. Мӗншӗн? Эсӗ кунта ҫӗнӗ влаҫа мӗнле майпа юрасси ҫинчен пуҫна ҫӗмӗрсе лар, — терӗ вӑл, кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. Генералпа офицерсем кӳме йӗри-тавра ҫаврӑнса кустӑрмисене, рессорӗсене тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ. Пӑрӑнмаллаччӗ айккинелле, тен, вӑл сана паллайман та пулӗччӗ, — тарӑхнине ним пытармасӑр каларӗ Давыдов, хӑйсем иккӗшех юлсан. Ҫисе тӑрансан вӑл ура ҫине тӑчӗ, тусанпа витӗннӗ хут чечексем витӗр курӑнакан турӑшсем ҫине пӑхса сӑхсӑхрӗ, унтан кивелнӗ, хулпуҫҫисем тӗлӗнче тӑвӑрланса ҫитнӗ толстовки ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса тӑкрӗ, вара ҫапла каларӗ:— Ҫӑкӑр-тӑваршӑн тавтапуҫ, Яков Лукич! Ткач арӑмӗ хӗрелсе кайрӗ. Полк фронт урлӑ каҫса килни ҫинчен ҫав участокра оборонӑра тӑракан чаҫрен Эн-ски ҫарӑн штабне пӗлтернӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ яла пырса ҫитсенех, Озерова раци патне чӗнтерчӗҫ. Ҫак юлашки «герой» сӑмах ӑна Шубина аса илтерчӗ те, Елена вара, вырӑн ҫинче выртнӑ ҫӗртех, тарӑхса хӗрелсе кайрӗ. Ну, мӗн тата, ыран та ҫапах ҫитӗпӗр. Бурмистр пырса кӗчӗ. — Маттур! Юрататӑп! — Карап ун пек ҫӳреме пултараймасть. — Мӗншӗн? Ку вӑтам хӑвӑртлӑхпа ҫӳрени кӑна. Аван, аван! — Илтмен. — Апла иккен, Аксель, — терӗ профессор улшӑннӑ сассипе, — ҫав шыв тумламӗсем сана хастарлӑхпа вӑй-хал кӳреймерӗҫ пулас? Эсир общество тулашӗнче пурӑнатӑр, ҫавӑнпа — хӑюсӑр, мелсӗр. Николай Антоныч килтӗрччӗ тесе ҫеҫ пӑшӑрханаттӑм эпӗ. — Эпӗ вӗсене чӗтреме чарма пултараймастӑп. Паян ман ҫӑварта пӗр тумлам та пулман. Калӑп тӑхӑнтарнӑ атӑ тасатса тӑракан ҫар ҫынни лакей ӑна: улпут ҫывӑрать, вун пӗр сехете ҫитиччен никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ. Урӑхла каласан — эсӗ турӑ, эпӗ тӑнсӑрри мар-и?» — Эп ҫапла ӑнланатӑп, — тенӗ вӑл, — пӗр йышши ҫынсем — хуртсем, теприсем — ҫерҫисем… Джонни темиҫе ҫул хушши ҫав апат пуласса кӗтнӗ, ҫав апата ҫинӗ чух Джонни сӗтел хушшине мӗнле ларасси ҫинчен те тӗлӗнсе шухӑшланӑ, анчах кайран-кайран, кӗтсе ывӑнсан, вӑл ҫав ӗмӗтне те хӑйӗн ӑнӑҫман ӗмӗчӗсемпе хутӑштарнӑ. Ту качаки пек ҫӑмӑл пулсам,Сӑрт хушӑкӗнчи ҫамрӑк пӑлан евӗр вӗҫсем… Ӑҫтан пӗлетӗр эсир? Касрӑр-и? — кӑсӑкланса ыйтрӗ Бек-Агамалов, — Ромашов, эсир хӑтланса пӑхман-и? Павел кунтан уйӑрӑлнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Айӑпа кӗнӗ хулана, утрава ҫӗр ҫине антарса, пӗтерме йышӑнсан, король утрава епле пулсан та ерипен те хуллен антарма хушать. «Манса ан кайӑр» тесе Санина хӑлхаран пӑшӑлтатса каларӗ те Эмиль ирхи апат пирки хушма чупса кайрӗ. Ӑнлантӑм эп: ҫав пӗтӗм ҫӗтӗк-ҫатӑка истори картиш хыҫнех кӑларса ывӑтнӑ, ҫитменнине, ӗҫ хитре сӑмахра мар, тӗллевре… Тӳрӗ ҫын мар вӑл, санӑн патшу! Питӗм ҫине ҫупкӑ ӳкӗ, анчах чӗрем ҫав-ҫавах тапӗ! Полк айлӑмран сӑрталла хӑпарма тытӑнчӗ. Ак ҫакӑн пек ҫынсем те пур-ҫке: пурнӑҫра чи хакли, чи пахи вӗсемшӗн — хӑйсен чунӗн е ӳчӗн пӗр-пӗр чире пулса тӑрать. Ромашов чӗриклетекен калинккерен хӑйӗнчен хӑй кӗтмен хӑюллӑхпа хӗсӗнсе кӗчӗ те, стена патне пырса, чечексене чӳречерен ывӑтрӗ, ним сас та пулмарӗ пӳлӗмре, нимӗн хускалмарӗ. Эпӗ сире улталас пулсан, эсир мана пур вӑхӑтра та айӑплама пултаратӑр. Аванрах та-и». — Вӗҫсе килӗр, Алексей Иванович, анчах паянхи ҫӗрлех таврӑнӑр. Унӑн кӗпи ҫаннисем ҫуркаланса пӗтрӗҫ; тути ҫине юн персе тухрӗ, куҫ умӗнче юнлӑ тӗтре тӑрать, ҫамки ҫинчен шӑпӑртатса тар юхать, вӑл ҫаплах касать, касать, касать… Графиня пӗтӗм сассипе уласа ячӗ, залри халӑх тата ытларах кулма тытӑнчӗ. — Тӗрӗс тӑватӑн, — хирӗҫ тавӑрчӗ Лантенак. Чӑнах та пуҫҫавӑрӑну урокӗ пилӗк куна пычӗ, эпӗ вара ирӗксӗрех ҫӳлтен аялалла пӑхас тӗлӗшпе пайтах ӑсталанса ҫитрӗм. Амӑшӗ куҫне хупса, хускалма хӑраса выртрӗ. Ачасем ун аллинчи пашалу ҫине пӑхнине курсан, вӑл ӑна ачасене пачӗ. Акӑлчансен ҫурҫӗр экспедицийӗ 1897 ҫулхи август уйӑхӗнче, Джексон ертсе пынипе, Флор сӑмсахӗнчен тухса кайса, Мэри Хармсворт сӑмсахӗ патне ҫитнӗ. Унта вара ҫак ялавпа хута хурса хӑварнӑ иккен. Ҫав тери хытӑ ҫапнипе Ривэра вӑйсӑрлансах ҫитнӗ. Вӑл вӗсене лӑплантарма тӑрӑшнӑ, савӑнӑҫлӑ пек курӑнасшӑн пулнӑ, анчах пултарайман. «Тӑхта-ха, ак, аҫунтан ҫыру килӗ» — тенӗ ӑна. Сехӗрленсе ӳкнӗ туземецсем киммисене ҫавӑрчӗҫ, мӗн вӑй ҫитнӗ таран вӗсен ҫыран хӗрринелле вӗҫтерчӗҫ. Унӑн патакки те тимӗртен тунӑ рычаг пекчӗ. Тепӗр тесен, ку ӗҫ мӗнпе пӗтни пурпӗр мар-и? Уншӑн чи кирли — тӳсме ҫук пысӑк асапсенчен хӑтӑласси кӑна пулнӑ. Анчах ҫӑмӑллӑх тултан килмелле-и е вӑл пачах ним те туйми пулать, — ун ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ мар. — Ҫак виҫӗ ҫул каярах пулмалли калаҫу халь тин пулнӑшӑн хӗрхенмелли ҫеҫ юлать, Павел, — терӗ Рита темскер шухӑшланӑ май кӑмӑллӑн кулса илсе. Вӑл вӑранса та каять. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкран хӑтӑлса тухсан, пӗр икӗ эрнерен Том Гека курма кайрӗ. Илтетне, хушса калатӑп эпӗ сана, халех чӳрече патне пыр». Унӑн хусканӑвӗсем вӑл пӳлӗм патне ҫывхарнӑҫемӗн пӑшӑрханӑвӗ ӳссе пынине палӑртрӗҫ; диванлӑ пӳлӗме кӗрсен, вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, сывлӑшне аран ҫавӑркаларӗ те хупӑ алӑкӑн питӗркӗҫне тытиччен сӑхсӑхса илчӗ. Майорпа Вильсон карабинӗсене ярса илчӗҫ. Гленарван вӗсене аллипе кӑтартса чарчӗ. Эй, хӗрарӑм юлташсем… — Тусан — ҫакӑн пек ӗҫ тӑвас пулать, — тенӗ вӑл, куҫхаршисене сиктеркелесе, — пин ҫул иртсен те этемсем ҫапла калаччӑр: ку япалана Богородски мужикӗсем тунӑ, теччӗр… ҫапла! — Вӗсем ҫине пӗр пекех ҫырман-и вара эсир? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Вӑл ҫыннӑн пурнӑҫӗнче… тӗттӗм енсем пит нумай, ӑҫта ҫурални те кам ачи-пӑчи пулни те паллӑ мар. Секретарь, портфель питӗркӗчне пӳрнисемпе шӑкӑртаттарса илчӗ те, Давыдов тӑнине курса, васкавлӑн ҫапла каларӗ: — Тӑхта-ха, акӑ тата мӗн: кунсеренех ятарласа юланутлӑ ҫынпа сводкӑсем ярса тӑр, ҫынсене хытӑрах тыткала. Зинаида сӑмах хушмарӗ, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ ҫеҫ. Кандов та Огнянов енне ҫаврӑнса тӑчӗ. Ҫук, Ольӑн ҫаврака саспаллисемпе ҫырнӑ ҫырӑвӗсене Алексей тӳсейми кӗтсе тӑнӑ, вӗсене кӗсйинчех илсе ҫӳренӗ, пӗччен юлсан вӗсене татах та татах кӑларса вуланӑ. Ҫие юлать е ҫуралнӑ ачине ӗмӗртсе пурӑнать пулсан, хӗрарӑмра аслӑ улшӑну пулса иртет — шухӑшласа кӑна пӑхмалла. — Шӑп лар, мучи, кунтан эпӗ ӑсатӑп сана, эпӗ сана пӗтерме памӑп! — пӑшӑлтатса сӑмах пачӗ Дубцов. Ҫурчӗ икӗ флигельтен тӑрать; вӗсен хушшине урай сарнӑ, ҫине витнӗ, хӑш-пӗр чухне кунта апатланаҫҫӗ те, питӗ хӑтлӑ уҫӑ вырӑн ку. — Питӗ чаплӑ эрех! — ҫирӗплетрӗ Гаррис та. Пӗлетӗн, вӑл … хулинчен вӑтӑр ҫухрӑмра кӑна пурӑнать; ваттисене йӑпатасах пулать. Анчах Солоион ун кӗре ӳтлӗ пӗчӗк аллине илет те ӑна тутисем ҫумне хӗрӳллӗн пӑчӑртать. «Тухтӑр» хыҫҫӑн пралукран тунӑ ҫунатне хӗрлӗ стрептоцидпа пӗветнӗ марлӗпе карнӑ лӗпӗш-хӗрача, ҫӑпаталлӑ «Рязань хӗрарӑмӗ»; коленкор атӑллӑ «танкист», мӑйӑхлӑ йывӑҫ лаша ҫине утланнӑ, кӗске йӗмӗ ҫине хӗрлӗ хӑю ҫӗленӗ «Дон казакӗ», пӗчӗк ҫатмасем йӑтнӑ «повар», шоколад чӗркекен кӗмӗл хутран тунӑ «тимӗр тумтир» тӑхӑннӑ «Александр Невский» пыраҫҫӗ. Ытла йывӑр ӗҫе кӳлӗнме ан тӑрӑш. Ҫӗр ҫӑттӑр ӑна, сысна ҫурине, е, калӑпӑр, сыснана, вӗсемпе манӑн мӗн тери асап тӳсмелле пулатчӗ-ха! Ҫав самантран вара ман чӗрене темле сивлек пусрӗ. Пуҫа минутсерен юн капланса килет, ҫапах та манӑн мӗн пур шӑнӑр тӑрӑх темӗнле хаваслӑх сисӗмӗ сарӑлнӑ пек пулчӗ, хам ҫав тери ҫӳлте тӑнӑшӑн темӗнле хӗпӗртерӗм эпӗ; — паллах, ачалла сисӗм ӗнтӗ, тавлашассӑм ҫук, анчах обществӑри условисенчен уйрӑлса, ҫутҫанталӑк патнелле ҫывхарнӑҫемӗн эпир ирӗксӗрех ачасем майлӑ пулса каятпӑр: пурнӑҫра тем те пӗр курса иртни чӗре ҫумӗнчен пӗтӗмпех хӑйпӑнать, чун-чӗре ҫӗнӗрен тахҫанхи пек тасалать те ӳлӗмрен вара каллех ҫавӑн пек таса пуласса ӗмӗтлентерет. Кала-ха, аҫу е аннӳ пур-и сан? Часах вӑл ҫакна чухласа илнӗ: унӑн юлташӗсем шкулта чи лайӑххисем иккен, вӗсем, ҫав хура доска ҫинчи шӑлса пӑрахайман икӗ цифра пек, 5-пе 7 пек, чи малтан куҫ тӗлне пулаҫҫӗ. Лум, нимӗн сас памасӑр, сасартӑк нимӗҫӗн пуҫ чашкине ҫӗмӗрсе пӑрахни Артёмпа Брузжака вутпа ӗнтнӗ пек шартах сиктерчӗ. Кайӑрах ӗнтӗ. «Уҫ!» малтанхинчен те хытӑрах кӑшкӑрчӗ лешӗ. Вӗсем Ольховкӑран хӗвеланӑҫ еннелле утаҫҫӗ. «Пӗчӗк ачана вӗрентнӗ пек вӗрентет мана», — кӳренсе шухӑшларӗ Петр, ӑна ӑсатса ярсан. — Чӑнах та, эпӗ пытарса тӑмастӑп, кӗске самантсем, шӑпах вӑт кӗске самантсем, унӑн илемлӗ те мӑнтӑркка питҫӑмартийӗсем илӗртнӗ самантсем пулкаланӑ… Курайман ют ҫӗршывран тухса каякан земляксен пӗр-пӗринпе нимӗншӗн те тавлашмалла мар пек туйӑнать. Ҫапла-и? Унти вырӑнсене пӗлмен ҫынсене вӑл ятсем нимӗн те каласа паман. Анчах ҫавӑнта ӳснӗ Алексей Дон ҫинчи укрепленисене нимӗҫсем татса кӗрсе кайнине, вӑрҫӑ Сталинград стенисем патнелле куҫнине ӑнланса илчӗ. — Вӑл — кунта… — терӗ Лось паҫӑрхи пекех тӗлӗнмелле сасӑпа. Сасартӑках вӑл сунчӑкне сулкалама чарӑнчӗ те манран:— Кам ачи эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Любишкин, атакӑна ыткӑннӑ чухнехи пек, хапхаран сиккипех вирхӗнсе тухрӗ те хирелле вӗҫтерчӗ. Офицер хӑйне йӗрӗнчӗкле ҫепӗҫ тыткалани, ӑмӑртмаллах сӑмахлани, киревсӗр ыйтусем парса выляни, турӗ ответсем паманни ӑна пӑшӑрхантарнӑ та ҫиллентернӗ, алӑк хыҫӗнче часовой йывӑррӑн пусса ҫӳрени унӑн чӗрине ыраттарнӑ. Мӗн эс кунта? Уҫӑлас, таса сывлӑшпа сывлас тесе, вӑл килтен тухрӗ. Павел кӗнекесем илсе килме пуҫларӗ, вӗсене амӑшӗ сисиччен вулама тӑрӑшатчӗ, вуласа тухсан вара таҫта пытара-пытара хуратчӗ. — Чезаре, эпир санпа авалхи туссем, анчах Артурпа чӑнахах мӗн пулни ҫинчен эпӗ сире нихҫан та каласа паман. Пӗр енче виҫ-тӑватӑ утӑ капанӗ, юр айне пулнӑ-скерсем, курӑнаҫҫӗ; тепӗр енче — пӗр чалӑшса кайнӑ ҫил арманӗ ҫуначӗсене ӳркенӗҫлӗн аялалла усса ларать. Ну, ӗҫсем мӗнле, Том? — Эпӗ ун пек мар. Хам куҫӑма хам шанмарӑм эпӗ алӑ пуснине курсан. Пожарнӑй пулсан — тӑр каланча ҫинче! Вӑл хӑйӗн шӑллӗ пушӑпа хӗнесе хӑвӑрт чупма вӗрентнӗ лаша евӗрлӗрех пулнине, тилӗлле вӑрт-варт ҫаврӑнакан пулнине курчӗ. Таса пирӗштисем вӗт-ха ҫавсем, хӑйсен пӗлӗт ҫинчи ҫутӑ пӳрчӗсен чӳречисене уҫса пирӗн ҫинелле пӑхаҫҫӗ, ҫапла вӗт? Ку ҫапла пулса тухассине пӗлмен, тавҫӑрса илме те пултарайман… Хам умра ватӑ, аҫа-ҫиҫӗм ҫапнипе турпасланса пӗтнӗ, ирхине кунтан иртсе кайнӑ чухне асӑрханӑ йывӑҫ ларать. Эпӗ тинех лагерь ҫывӑхрине туйса илтӗм. Эсир вара ҫак керменре халиччен пурӗ те ҫӳп-ҫаппа тата эрешмен картисемпе тулса ларнӑ пӗртен-пӗр тӗттӗм, тӑвӑр чӑлана ҫех курнӑ, — хӑвӑр ҫаплах унтан тухма хӑратӑр. — Мӗнех вара, памасан та хӑрамалли ҫук, — терӗ капитан: — тӗрӗссипе каласан, кунта, лаша кирлех те мар, ҫапах та ыйтса пӑхма юрать, паян ыйтса пӑхам-ха эпӗ. Ҫак мӑшӑрсенчен ҫуралакан ачасем темӗнле питӗ тӗлӗнмелле, саксонецсем пек типшӗм те африканецсем пек хура пулаҫҫӗ. Аэродром варринче халӗ те ним чӗнмесӗр тӑракан ҫынсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те ҫакна асӑрхарӗҫ: носилка ҫинчи аманнӑ лётчик, ӗсӗклесе макӑрнӑ. Эсир мӗн хушнине тӗрӗсех тӑвӑп. Эпӗ ӑна пӗчӗк ҫыру ҫырса патӑм: «Гришка, хӑямат, чипер-и!» тесе ҫыртӑм. Сыв пулӑр! Юлашкинчен, Беккин тӗреклех мар урисем утайми пулса ҫитнӗ. «Малтан аслисем канаш паччӑр!» кӑшкӑрса ячӗҫ халӑх хушшинчен. — Йӗркесӗрлӗх! — Тӑхта-ха, тӑхта, — пӳлчӗ ӑна Берсенев. — Ку парадокс. Ҫапла, анне кӑмӑллатчӗ ӑна. Эпӗ, ӗҫсӗр аптраса, хамӑн пӗтӗм телейсӗрлӗхе пӗр ҫӗре пухса хаклама тытӑнтӑм: акӑ — эпӗ хам юратнӑ аттепе хирӗҫсе кайнӑ, мана гимназирен хӑваласа ячӗҫ те кӳрентерчӗҫ, унтан тӗрме, мана хампа ҫывӑх пулнӑ юлташ тытса парать, упӑшкана тытса каяҫҫӗ, унтан каллех тӗрме те ссылка, упӑшка вилет. Кам пӗлмест сиртен Пташинский Бронике? Вӑл вӗсене халичченхи пекех кӑмӑллӑн ырӑ сунчӗ, анчах вӗсем час тавӑрӑннинчен тӗлӗнсех кайрӗ. Васкамасӑр ҫӳренинчен тата калаҫни тӑрӑх, вӑл ытлашшипех савӑнса ӳкменнине чухласа илме пулчӗ. — Акӑ кӑтартӑп эпӗ сана, ман мӗн ӗҫ пуррине. Ну, паттӑрсем, кӑтартӑр мӗнле ӗҫлеме пултарнине! Хӗвел ӑшшипе ҫулҫисене сарса ҫунатланса ларакан курӑк тунисем ҫинче, ҫитӗнсе вӑй илнӗ тырӑ калчисем ҫинче тӑрӑхла шӑрҫа ярӑмӗсем пек сывлӑм шереписем чӗтренеҫҫӗ. Садра курса калаҫни ҫинчен, унта хӑй свидетель пулни ҫинчен вӑл мӗншӗн ним те шарламан-ши? Мӗншӗн уттине пуҫтарман, вӑл йӗпенсе кайнӑ? Вӗсем кунта хӑйсем кӑна аппаланаҫҫӗ иккен, эппин тӗрӗксем вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкаҫҫех. Малашне те ҫавӑн пекех пурӑнма май пур-и манӑн? — Ман пата ҫырусем ҫыратӑр-и ӗнтӗ, юлташсем? Ҫӗр ҫухрӑмран ун патне юсанма килеҫҫӗ! Машинӑра вара, аршӑнри пек, ӗҫ валли мӗн чухлӗ кирлӗ — шӑп ҫавӑн чул, ытлашши пӗртте ҫук… Ку паллах!». — Мӗнрен кулатӑн эсӗ? — ыйтрӗ лешӗ, хӑйӗн кӗске, шурӑ чӗрнисемпе апельсин хуппине тӑрӑшса сӳнӗ май. Ҫав хушӑрах ҫакӑн ҫинчен те шухӑшлать тата: «Сурӑхпа качака путеккисене пӗр ҫӗре пуҫтарсан ӑҫта хупса усрӑпӑр-ши? Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, Хусантан уйрӑлса кайнӑ чух, эпӗ ҫак упа пек тӳрккес ҫынӑн пичӗ ҫара ҫӑм пулнине, куҫӗсем те палӑрманнине асӑрхарӑм. Барака хупса тӑракан «таварпа» пӗрле чура сутуҫин кунти пасарта сутмалли чурасем те чылаях. Ҫав… сарӑскер-и? Мӗскӗн карчӑк! Анчах эпӗ хама турӑ мӗн каланине кӑна пӗлетӗп. Тӗрӗссипе каласан, вӑл манципаци ҫинчен («ан» сыпӑка сӑмсапа каласа) е чаплӑн, е меланхолиллӗ калаҫакан вӗреннӗ дворянсене те, «ҫав мунципацие» пӗр чӑрмавсӑр ятлакан вӗренмен дворянсене те канӑҫтараймасть. Сӑмах кунта Ҫурҫӗр Ҫӗрне тупни ҫинчен пырать, Татаринов капитан ӑна «Мария Ҫӗрӗ» тенӗ…» Ҫак шухӑшсем ун пуҫӗнче арпашса пӑтрана пуҫланӑ та, вӑл ҫывӑрса кайнӑ. Ырӑ каҫ пултӑр! Лӑпкӑ тӑнӑ вӑхӑтра эпӗ майлӑ самант тупса тӳрем сӑртлӑха хӑпартӑм та чӳречерен пӑхрӑм; вӗсем унта, замокра, ку тӗрӗс. — Ҫаплах-тӑр, нимӗн те ас тумастӑп. Унта, садра, тусан ларнипе шупкаланнӑ йывӑҫсен вӗри сулхӑнӗнче чей ӗҫеҫҫӗ. Разметнов лашасене ҫатан ҫумне кӑкарчӗ, малтан крыльца ҫине хӑпарчӗ те чалӑшнӑ алӑка шаккаса илчӗ. — Аха, — тарҫи те улпучӗ пекех: пупӗ мӗнле, прихочӗ те ҫавӑн пек, теҫҫӗ. Йӗкӗчӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗскер, тӑлпанскер, хӗвелпе пиҫсе, ҫилпе куштӑрканӑ сарӑ питлӗ, пысӑк та сенкер куҫлӑскер, Челкаш енне ӑшӑ кӑмӑлпа шанчӑклӑн пӑхкалать. Яхтӑн экипажӗ пӗтнӗ пулсан, хӑш-пӗр вилесене тинӗс ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахма тивӗҫлӗ. Ҫапла! Вӑл килӗшрӗ, эпӗ хӑмана пӗве хӗррине илсе пытӑм та ун ҫине кӗрсе тӑтӑм, — мана пӗччен вӑл лайӑх ҫӗклетчӗ. Эх, калаҫма пултараймастӑп! Чавса кӑларнӑ чулсене вӗсем хӑйсем пурӑнакан вырӑна илсе кайса, ҫӗр айне тарӑн чавса пытараҫҫӗ. — Ну, тӑва-анӑм… — тӗлӗнсе каласа хучӗ Давыдов. Симурден ҫав ҫынсен ушкӑнне кӗнӗ. Вӗсем тӑтӑшах пӑлханнине, законсене тата граждӑнла пурнӑҫа хӑнӑхманнине, ҫӑмӑлттайлӑхӗпе хаярлӑхне пула, вӗсене пӑхӑнтарса усрас тӗлӗшпе правительствӑн яланах вӗсене асӑрхаса тӑма тивнӗ. Пӗрре вӑл чирлӗ кашкӑр умнех упаленсе пычӗ. — Анчах, ӗнерхи пек тӗмескесем хушшипе пымалла пулсан, кун каҫиччен вунпилӗк миль кайма пултараймастпӑр, — терӗ ӑна Гленарван. Сана бригадиртан хӑҫан кӑлармаллине эпир пӗлетпӗр, халӗ хире кай та каҫ пулнӑ ҫӗре вуникӗ га сухаласа пӑрахнӑ пултӑр! Унта, типвар хӗрринче, пысӑк каштан йывӑҫҫине куратӑн. Урайне хӑйӑр сӑрнӑ. Вӑл Рада патне кайрӗ. — Апла пулсан, ҫав юрахсӑр нихӑҫан та «Британи» ҫинчи матрос пулман? Апла вӑл матрос кӗнекине вӑрласа Айртон пулса тӑнӑ? Ҫак пӳлӗмрех хулӑран авса тунӑ хитре тенкелсем лараҫҫӗ, ҫирӗпскерсем — пӗр-пӗр кивӗ карҫинкка евӗр путӑкланса е шӑтса кайнисем мар. Кайран вара темӗнле урӑх, инҫетри сасӑпа:— Хӑрса типсе каятӑп эп, Андрей, сансӑр, — терӗ. Вӑл вара ҫӗр каҫипех чирлӗ ҫынӑн вырӑнӗ умӗнче ларса ирттернӗ, унӑн кашни сӑмахнех итлесе ларнӑ. Вӗсене урамсем тӑрӑх кӗтӳ хӑваланӑ пек хӑваласа иртрӗҫ те барака хупса питӗрсе илчӗҫ. Америка фермерӗ хӑйӗн выльӑхне те хупма килӗшмӗччӗ унта. — Чим, мӗншӗн килнӗччӗ-ха эпӗ сан патна?.. — хӑйӑклатса та сулкаланса, кӑшкӑрсах калаҫрӗ Веткин. Стёпушка шартах сиксе илчӗ. Алексей хӗвел тухсанах, сивӗрен шӑнса чӗтренипе тата ӑшран вӗрилентерсе килнипе, вӑранса кайрӗ. Тӗрӗссипе каласан, пӗрне-пӗри ҫиес йӑлана маориецсем ҫутҫанталӑкран килекен чи лайӑх йӑла тесе шутлаҫҫӗ. Марко тӗттӗмре аллипе хыпашларӗ, ҫурта ҫутса ячӗ. Телейлӗ пулма сана мӗн кирлине эпӗ санран лайӑхрах пӗлетӗп. Огнянов салхуланчӗ. «Вӑл ҫав хӗршӗн мӗнпурне тунӑ, уншӑн вӗсем патне каҫнӑ». Халь унта вӑрҫӑ пырать — халь унта, ман шутпа, пур ҫӗртен те тупӑсенчен переҫҫӗ… Полицейски пахча-ҫимӗҫпе сутӑ тӑвакан ҫынна тытса чарчӗ те мана хӑй хыҫҫӑн, комиссар патне утма хушрӗ. Хӑйне Хура тинӗсре шыва кӗртсе кӑларичченех пире хирӗҫ пычӗ, халӗ те пирӗн ҫула урлӑ выртасшӑн, тӗнчери революцие сӑтӑр туса пурӑнасшӑн! Король, герцог патнелле ҫаврӑнса, ӑна пӳрнисемпе тӗрлӗрен паллӑсем туса кӑтартрӗ, герцог малтан ун ҫине ухмах ҫын пек кӑн-кан пӑхкаларӗ, унтан мӗн тумаллине ӑнланса-ши, сасартӑк король патне пычӗ те пит савӑнӑҫлӑн гӑ-гӑ-гӑ теме тытӑнчӗ, ӑна темиҫе хут ытала-ытала илчӗ. Хӑйӗн мӗн тумалли ҫинчен вӑл нумайччен шухӑшларӗ, анчах та киле тӗрӗссине ҫырса яма вӑй ҫитереймерӗ. Пӗр ҫавӑн пек самантра Джеральд кӗтмен ҫӗртен ӑнланмалла мар улшӑну пулса тӑнине курнӑ. Калаҫнӑ чухне вӑл пуҫне хыҫаларах каҫӑртса тӑрать, сулахай аллипе минутсерен тенӗ пек мӑйӑхне пӗтӗркелесе илет, кун пек чухне вара вӑл сылтӑм аллипе туйи ҫине таянать. Пассажирсемпе пассажиркӑсем часрах шыва янӑ пысӑк шлюпка ҫине ларчӗҫ те, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑр, хура та вӗт хӑйӑрлӑ ҫыран ҫине тухрӗҫ. Разметнов вӗсем патне пычӗ, ушкӑн варринче мӗн пулса иртнине курма хӑтланса, ҫурӑмсем урлӑ пӑхрӗ. Каласа парӑр ӗнтӗ, каласа кӑтартӑр. Ҫак хутпа Алексей тӳрех кадрсен пӑйӗн начальникӗ патне кайрӗ. — Ку — Саша, хм! — терӗ Николай хуллен. — Мӗн ку? — ыйтнӑ вӑл: — сфинкс-и? — Падре, семинари хупӑнсан, эсир ӑҫта каятӑр вара? — Ну, ку вӑл — хирӗҫни аван-ха, — ырлавлӑн каланӑ хӗр, — атту вӑл сана лайӑх ташлаттарнӑ пулӗччӗ… Тӑрӑшуллӑ ӗҫлени ҫеҫ хӑйне ҫын тӑвассине ир ӑнланса илнӗ Дик, халь вӑл тӗрӗс ҫул ҫинче. — Кӳлӗнмелле? — ыйтрӗ Воропаев. Аркадий ӑна Базаровпа паллаштарчӗ. Эсӗ ӗмӗтсӗр-им? — тесе персе янӑ. Эсӗ мана алӑ пама йӗрӗнетӗн пулсан вара (мӗншӗн тесен вӑл санӑн шурӑ, манӑн — хура) — ку вӑл сан кӑмӑлу. Алӑк тыткине такам тул енчен шакӑртаттарса тытрӗ; Джули сасси илтӗнчӗ: — Артур! Павел Петрович ӑна татӑклӑн: bon soir, терӗ те хӑйӗн кабинетне тухса кайрӗ. Эпӗ никама тытса пыман «Испаньолӑна» хӑвалама пикентӗм. Вӑл пӗтӗм хирӗпех саланнӑ кӑвак-симӗс нӑрӑсем ҫине пӑхрӗ. Унтан, кӗлтуса пӗтерсен, хӗрес чуптурӑр та, ман еннелле ҫаврӑнса: «эпӗ сана питех те хӗрхенетӗн, Артур, анчах ҫавна кӑтартма пултараймастӑп эпӗ, вӑл ҫилленӗ…» — тесе пӑшӑлтатрӑр. — Вӑл ал тӳрчӗпе сӗтеле хыттӑн ҫапрӗ. — Ытти ҫичӗ пӳлӗме ҫирӗм пилӗк аманнӑ ҫынна вырнаҫтармалла. Унӑн ачалла кӗлетки, темӗнле тӗксӗм пусмапа чӗркеннӗскер, креслӑн йӑм хӗрлӗ пуставӗпе пӗрешкел курӑннӑ, ҫавӑнпа та ылтӑн кӑтра ҫӳҫӗсем тата шурӑ пичӗ тӗксӗм фон ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑнах туйӑннӑ. Ҫавӑн пек постсенчен пӗрне разведчиксем кӑнтӑр кунӗнчех асӑрханӑччӗ, вӑл пӗчӗкҫеҫ сӑрт тӳпинче, йывӑҫ тӗмисем хушшинчеччӗ. Вӑл хӑй сӑмахне тытнӑ: Ростовра допрос тунӑ чух Седой-Никольский полковникпе Казанцев ротмистр ҫинчен каласа панӑ, астунӑ тӑрӑх Шырланпуҫри тата таврари хуторсенчи хӑй организацийӗнче тӑнӑ пур ҫынсен ятне те пӗлтернӗ. Тӗнче аслӑ, эпир пӗр-пӗрне чӑрмантармасӑр пурӑнма пултаратпӑр». — Маттур-ҫке вӑл Тоби пичче! — хавасланчӗ Бенедикт пичче. — Ҫакна та илес, — терӗ вӑл пӗчӗкҫеҫ миххине илсе. — Эпӗ-и? Шӑнса кайнӑ аллисемпе хаплаттарса, вӑл алӑка шаккама тытӑнчӗ, хӗрне кӑшкӑра-кӑшкӑра, часрах уҫма хушрӗ. Ман алӑран кӗнекене илчӗ те ӑна лайӑххӑн ҫавӑркаласа пӑхрӗ, хуплашки ҫине куҫҫуль тумларӗ. Епле ӑссӑр ӗҫ. Артамоновсем ҫинчен унран нимӗн те ыйтса пӗлме май ҫук. Эпӗ пӑшӑлтатса:— Пӑх-ха эсӗ ун ҫине, — терӗм. Бенедикт пичче хӑмӑр шӑнана пурне те кӑтартрӗ: вӑл пыл хуртӗнчен кӑшт пӗчӗкрех, хырӑмӗ ҫинче сарӑ йӑрӑмсем пур. Вандеец хӑй ҫӗр-шывӗнче — ҫӗр ӗҫлекен те, контрабандист та, кӗтӳҫӗ те салтак та, браконьер та, сысна кӗтӳҫи те, сунарҫӑ та, чан ҫапакан та, мирлӗ хресчен те, шпион та, тӳрра ӗненсе кӗлле ҫӳрекен те, вӑрманти тискер кайӑк та. Пуринчен ытла сире пӗр япала савӑнтарать, эсир унтан савӑнтаракан шанчӑкпа тухрӑр, эсир ӗнтӗ Севастополе тытса илме май ҫуккине, Севастополе тытса илме май ҫуккине ҫеҫ те мар, вырӑс халӑхӗн вӑйне, кирек ӑҫта пулсан та, хавшатма май ҫуккине пӗлсе шанса тӑратӑр, — эсир кӑна нумай-нумай траверссемпе брустверсене, пысӑк ӑсталӑхпа тунӑ траншейӑсене, пӗр-пӗрин ҫинче тенӗ пек ларакан тупӑсемпе минӑсене курнӑран мар ҫапла калатӑр, эсир кӑна ҫынсен куҫӗсенче, сӑмахӗсенче, ӗҫри мелӗсенче, пӗр сӑмахпа каласан, Севастополе хӳтӗлекенсен чун хавалӗнче курнӑ. Анчах сӑмах ҫав пуҫ пирки пырать-и вара? Ун пек чухне Лозневойӑн пуҫне яланах савӑнӑҫсӑр шухӑшсем пыра-пыра кӗретчӗҫ. Вестовой патнелле ҫаврӑнса пӑхса вӑл ҫапла ыйтрӗ: — Куратӑн-и, мӗнле вӗҫтерет вӑл? — Ҫил пек! — уҫӑ сасӑпа хуравларӗ вестовойӗ. Унӑн кӗрнеклех мар кӗлетки тата хӑранӑ куҫӗсем ҫине пӑхсан, Джемма вӑл Швейцари гвардинчи салтак иккенне тавҫӑрса илчӗ. Ҫав темле япала мана пӗркесе илет, ҫупӑрлать; анчах темшӗн ман ӑш вӑркать, эпӗ ӑна палласа илейместӗп пек. Хӑй тӗрӗс мар тунине пӗле-тӑркачах вӑл вунпилӗк сентлӑх конфет илнӗ те, вунӑ сентпа тепрехинче те илӗп-ха тесе хӑй валлиех хӑварнӑ. Лешӗ темӗн тавӑрса каларӗ, анчах мӗнне Ромашов илтмерӗ. «Хӗрарӑм чееленмесӗр пултараймасть!» — шухӑшларӗ вӑл. Шӑпах ҫавӑн пек май килсе те тухрӗ. — Унашкал ӗҫсене ӑҫтан хӑвӑртах татса парӑн?.. — Ҫуршар-р ротӑшар-рӑн-н! — кӗмсӗртеттерчӗ Шульгович. Телее, эпӗ кӑшкӑрма ӗлкӗреймерӗм! Марсиансем пушара нумайччен пӑхса тӑчӗҫ. Ҫапла калаҫҫӗ те листоксене конторӑна кайса параҫҫӗ. — Артамонов ӑна, сылтӑм урипе пӗтӗм вӑйпа кӑкӑрӗнчен тапса, малалла кайма чарчӗ: ача нӑтӑртатса илчӗ, вӑйсӑррӑн йынӑшса ярса, хӑяккӑн кайса ӳкрӗ. Хулара туяннӑ шахмӑт хӑми пек пусмаран ҫӗлетнӗ кепкине тыткаласа, вашлатса килекен ҫиле хирӗҫ хӑвӑрт утать вӑл. Вӗҫлеке тӑрӑллӑ курӑксем, упа сарри, йӗплӗ ҫатрака умри ҫынна вунӑ утӑмранах пытарса тӑраҫҫӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт, тӗмӗсем хушшинче ҫывӑхрах шурлӑх пуррине кӑтартса, чарлан е шыв чӑххи вӗлтлетсе иртет. — Эпӗ сире итлетӗп, господин Паганель, — терӗ ҫамрӑк капитан. — Апла иккен, — терӗ вӑл хӑрӑлтатса. Дюпре экспедицийӗ ӑна Кӑнтӑр Америка чӑтлӑхӗсенче тупнӑ; вӑл унта тискер кайӑк пекех пулса кайнӑ, вара ӑна хӗрхенсе кунта илсе килнӗ, теҫҫӗ. Ҫамрӑк врач хӑйне ытти ҫынсем ӑнланса илме пултарайман ҫав тери кирлӗ япаласем ҫинчен пӗлекен ҫын пек тыткалать, ытти ҫамрӑксем пекех кӑшт мӑнкӑммӑллӑрах та хӑй, анчах ҫакӑ ӑна килӗшет. Хальхи вӑхӑтра астероидсен шучӗ пин те пилӗкҫӗртен те иртет. Пӗррехинче Халл капитан, Дик ӗҫлекен суту-илӳ карапӗ ҫине лексен, пултаруллӑ юнгӑна асӑрханӑ. — Пӗр шухӑш? — тесе ыйтрӗ те Егор, тарӑн сывласа илсе, хушса хучӗ: — Вӑл шухӑша унта тӑвӑр пулмарӗ пуль, тесе шутлатӑп эпӗ… Ӗҫхалӑхӗн влаҫне мӗнпур вӑйпа пулӑшса тӑрӑр. — Пулма пултараймасть, — тесе кӑшкӑрчӗҫ Паганеле пур енчен те. Виҫсе пӗлнӗ кӗтеслӗхе тӳрӗ кӗтеслӗхрен, 90 градусран, кӑларсан, Джон хӗвелпе хӗвеланӑҫ 21°30' кӗтесленсе тӑнине тупрӗ. Аллӑм кӳтет, манӑн-ха вӗҫӗмсӗрех ҫырмалла. Паллах, калаҫу чылай вӑрӑм та тӗрлӗ ӗҫсем ҫинчен пычӗ, анчах халӗ, Воропаев ун ҫинчен аса илнӗ чух, ҫав калаҫура чи кирли, пӗтӗм ӗҫе татса параканни питӗ сахал пулчӗ пек туйӑнать. Кубаньре вӑл мана виноград сорчӗсем ҫинчен епле каласа кӑтартнине халичченех астӑватӑп. — Аполлон Сергеич-и! — тутипе вӑл хытах иккӗленнине палӑртакан сасӑ кӑларчӗ те капитан ҫине пӑхса илчӗ: — темӗн! Доббинс манӑн кӗнекене кам ҫурнӑ тесе ыйтатех. Часовой каллех: «Тупӑ!» — тесе кӑшкӑрса ярать — эсир вара каллех хайхи сассах, хайхи кӗрслетӗвех илтетӗр, унчченхи пекех пылчӑк сирпӗннине куратӑр — «Маркела!» тесе кӑшкӑрсан вара, эсир бомба шӑхӑркаланине илтетӗр, сасси унӑн темӗнле, пӗр тикӗс янӑракан сасӑ, кӑмӑла килекен сасӑ, эсир вара, хӑрушӑ япала ҫинчен шухӑшлаканскер, хӑвӑр шухӑшӑра ҫак сасӑпа ниепле те пӗтӗҫтерейместӗр, эсир ку сасӑ хӑвӑр патӑра ҫывхарса пынӑҫем хӑвӑртлансах пынине илтетӗр, унтан вара хура шар кӗрлесе килнине, вӑл шар ҫӗр ҫумне пырса ҫапӑннине, бомба ӳксе ҫурӑлнӑ сасса илтетӗр. — Ахалех пӑшӑрханатӑр эсир… Хӑналансан, уҫӑлмалла канма пуҫларӗҫ: пурте лӑстӑркка юмансем айӗнчи сулхӑна ларса сӑмахлама тапратрӗҫ. Анчах чӗркуҫҫине пӑхӑр-ха. Ку вара пӗртте койотсен ӗҫӗ мар. Хирсенче ҫын виллисем, пӑрахса хӑварнӑ тупӑсем, батарейӑсем, артиллери тӗл персе лектернӗ вырӑнсенче ҫӗмрӗк танксем, арканнӑ тимӗр куписем мӗлтлетсе юлчӗҫ. Кӗҫех пысӑк вӑрман иртсе юлчӗ — ӑна тупӑсенчен персе тӗппипех хырса тӑкнӑ. Ҫӳлтен пӑхсан, вӑл темӗн пысӑкӑш кӗтӳ таптаса хӑварнӑ уй пек курӑннӑ. Ҫаксем пурте кинематограф лентти пек хӑвӑрт иртсе юлчӗҫ. Юлашкинчен, вӑл хӗпӗртесех ҫакна туйса илчӗ: вӑхӑт ҫухалнӑ та ӗмӗрлӗх шуҫланса кайма тшраннӑ. Том вара ирӗксӗрех ыйхӑ ӑшне путма пуҫларӗ. Сехет вунпӗр ҫапрӗ, вӑл ӑна илтмерӗ. Мӗн аванӗ вара кунта? Вӑл пӑхма пӗр хӗрӗх ҫулта пулӗ; хӑйпе пӗрле ҫыннисенчен чылай ҫӳлӗрех. Эльсингер сӑмсахӗнчен Зунд тинӗс пырӗ сарӑлса выртать, ун ҫинче ик-виҫ тӗлте шурӑ паруссем курӑнаҫҫӗ, хӗвелтухӑҫ енче тӗтре витӗр Швеци ҫӗрӗк ҫыранӗсем тӗксӗммӗн палӑраҫҫӗ. Унтан каллех Фома умне шурӑхнӑ питпе, юнӑхнӑ куҫсемпе пырса тӑнӑ. Е ҫак хӗл кунне ӳкернӗ картинӑна илӗр! Вунпилӗк тенке паратӑп. Рами кӑна мӗне тӑрать! Пӗр самантрах. Милици те, пӗтӗм аппарат та сире пулӑшма хатӗр. Ҫавӑнпа, мана тухма тивсен, эпӗ тӳрех йӑмӑк патне е княҫӑн илемсӗр хӗрӗсенчен пӗрин патне пытӑм, телей ҫуккине кура, нихҫан та йӑнӑшмарӑм. — Паллах ӗнтӗ, йывӑҫ тени сайра тӗл пулакан хаклӑ япала. Кӑна эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Лере инҫетре, ҫырма леш енче, пӗлӗт хӗррине ҫитиех пурте йӑлкӑшса, ҫунса тӑрать; хушӑран лӑпкӑ ҫил вӑштӑр вӗрет те, ӑна сапаласа ярса, тата вӑйлӑрах йӑлкӑштарать; пайӑркаллӑ-пайӑркаллӑ пӑс ҫӗр ҫийӗн чӳхенет. Унӑн сӑнӗнче сивӗ тӑнӑҫлӑхпа мӑнаҫлӑх палӑрчӗҫ — ҫавӑнпа эпе ӑна паллаймарӑм, унӑн куҫӗсене, унӑн куллине паллаймарӑм, пурпӗрех вӑл мана капла та питӗ хитрен курӑнчӗ. Киш лапкан кӗтсе тӑнӑ вӗсем лӑпланасса. — Илсе кайӑр мана, — эпӗ кансӗрлемӗп! — Эппин — юрать, — терӗ ывӑлӗ. Унӑн хуҫӑлнӑ кӑмӑлӗ темле хавас та ырӑ шухӑшпа улшӑнчӗ. — Тӑхтӑр пӗртак, сержант юлташ, халех каласа парӑп. Кунта вӑл ӗнер кошевой кашеварсене виҫҫӗ пӗҫерме ҫитекен хуратул ҫӑнӑхне пӗрре пӑтӑ пӗҫерсех пӗтернӗшӗн ӳпкелесе каланине аса илчӗ. Монастырь тӗлӗнче ҫур тӳпене хупланӑ хура-кӑвак пӗлӗт хускалмасӑр ҫакӑнса тӑнӑ, ҫавна пула таврана ҫӑра, нӳрлӗрех пӑчӑ кичемлӗх пусса тӑнӑ, ку кичемлӗхе чансем пӑхӑр сасӑпа кӑшкӑрни те хускатма пултарайман. — Э-э! — терӗ вӑл темле пӑвӑннӑ сасӑпа. Иксӗр миль шаларах кӗрсе ларнӑ ялсене, пысӑкраххисене е пӗчӗкреххисене, питӗ сайра тӗл пулма пулать. Пӑлхавран-и, пушартан-и, — пур пӗрех Бяла Черквана вут хыпса илӗ. — «Дункана» хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсем патне яма вӑхӑт ҫитмен-ши? Гленарван яхтӑн капитанӗ ҫине пӑхрӗ. Вӑл кунта пулсан, вӗсем унпа иккӗшӗ ҫак йывӑҫсен ҫӗр фут ҫӳллӗш тӑррине те хӑпарнӑ пулӗччӗҫ! Ӳкерсе пӗтернисем тӑрӑх та вӑл вилни унӑн тӑванӗсемшӗн мӗн тери пысӑк хуйхӑ пулнине тавҫӑрса илме йывӑр мар. Ман шутпа, ӑна хӑйӗн кӑмӑлне кура масарта выртма савӑнӑҫлӑрах та пулӗ. — Мӗн тума? — лӑпкӑ каланӑ арӑмӗ. Анчах эпир ӗҫсе сулса та иртӗхсе пурӑнса, таса мар тӗнсемпе ҫыхӑнса-варланса, вӗсен саккунӗсене йышӑннипе пысӑк ҫылӑха кӗтӗмӗр пулинех… Тӳсме ҫук тарӑхтаракан ҫутта пула куҫсем пирӗн сураҫҫӗ. Ӑна Улӑп тӑпри пӳлсе тӑрать, анчах хӗвелӗ, ҫутине пӗтӗм тӗнче ҫине сапасшӑн тӑрӑшса, пайӑркисене ҫине тӑрсах тӗрлӗ еннелле сапалать, тӗнче хӗррине ылтӑнпа витет. — Аялтанах каяҫҫӗ, — ответлерӗ ҫав сасах. Хӗрарӑм тӗлӗшпе эп учитель пулма пултаратӑп… Софья Павловна, пӗтӗм пӗвӗпе малалла туртӑнса илнӗ те, ҫуйхавлӑн:— О, чарӑнсамӑр! — тесе янӑ. Вылянӑ чухне Силвио яланах нимӗн те чӗнместчӗ, тавлашмастчӗ, кам та пулин йӑнӑш тӑвас пулсан та, сӑмах хушмастчӗ. Ҫапах та вӑл ӗлкӗрет-ха, курӑн акӑ! Пуҫне ҫӗклесен, Ванея патша куҫӗсене курнӑ та урайӗнчен хӑвӑрт тӑнӑ, вара пӗр сӑмахсӑрах алӑк еннелле утнӑ. Ҫыннисем ҫавсемех пулнӑ, анчах вӗсен ушкӑнӗ улшӑннӑ; манада пӑч-пӑч чӑпар мустангран тата маларах кайнӑ, мустанг — турӑ лашаран маларах, ытти ӑмӑртакансем ӗнтӗ пачах та курӑнман, кӑн-кӑвак пӗлӗт ҫинче ҫӳлте ярӑнса ҫӳрекен ӑмӑрткайӑк ҫеҫ вӗсене хӑйӗн ҫивӗч куҫӗпе пӑхса, уйӑрса илме пултарнӑ. (Старик шывран пысӑках мар уланкӑ туртса кӑларчӗ.) «Юрласа пар мана, ҫамрӑк козак, пӗр-пӗр юрӑ» терӗ вӑл хуллен, пуҫне пӗксе. Унӑн ҫӑра куҫхӑрпӑкӗсем пушшех аялалла усӑнчӗҫ. Ачан ҫуррипе мӗн тумалла вара? Эпӗ шӳт тумалла ҫав прерири почтальона хӑваласа ҫитес тесен те, санӑн кахал-начар лашупа эпӗ ӑна пурпӗрех хӑваласа ҫитес ҫук. Вӑл часах пирӗн хыҫҫӑн Лиговскаясен гостинӑйне пырса кӗчӗ. — Ха! Тепри ӑна питӗ хытӑ сасӑпа тавӑрчӗ: — Суятӑн, Джим Тернер! Ну, кӗр пӳрте… Ҫӗр чӗтренме пӑрахрӗ. Карчӑк ӑна пур енӗпе кӗрӳ туса хума тӑрӑшнӑн туйӑнчӗ, лешӗ тата хӑй компаньонӗн усал кӑмӑлне пула пӑшӑрханнипе тата ҫыхӑнусем татӑлса каясран хӑранипе Воропаевпа хӑй хушшинчи ҫыхӑнӑва майласа ярассишӗн тем пекех тӑрӑшрӗ, ҫавна пулах вӗсен хушшинчи ҫыхӑну татах та япӑхланчӗ. Никам та каламасть тата мана: кам ачи-ши ку, ҫавнашкал аванскер? — Егорушка ҫине ачашшӑн пӑхса илчӗ ҫурт хуҫи ҫавӑнтах. — Хӑвӑра хӳтӗлес тӗлӗшпе мӗн калама пултаратӑр эсир? — ыйтрӗ Симурден. Ҫак шухӑша ман хуҫа хӑй патӗнче чылайранпа тӗлӗнмелле еху пурӑннипе ҫирӗплетсе панӑ, хӑй патӗнче пурӑнакан еху вырӑнне вӑл мана илнӗ. Питӗ лайӑх ҫын-ҫке эсир. Пӗччен ҫӗрте ларакан хӳшӗре пурӑннӑ пирки Фелим ҫынсене сахал курнӑ, ҫавӑнпа та кабриэстон тӗлӗнмелли йӑлисем ҫинчен пӗлмен. Ҫавӑнтанпах ӗнтӗ голова, хӑйӗнпе мӗн ҫинчен те пулин калаҫма тытӑнсан, калаҫӑва урӑх ҫӗрелле пӑрса ярать, кирек хӑҫан та, сӑмах май тенӗ пек, хӑй майра патшана ӑсатни ҫинчен, унӑн кучерӗпе пӗрле ларчӑк ҫинче ларса пыни ҫинчен аса илтерет. Сутӑҫсем — иккӗн… пӗри 17 пус илнӗ — ну, тепри мӗн чул? — Эсӗ ирӗкре-им? — ыйтрӗ Тоня, Корчагинӑн аллисене чӑмӑртаса. Амӑшӗ ун патне пыма вӑтанать, мӗншӗн тесен йывӑр ҫын пулнӑ пек. Урайне ҫӗнӗ улӑм сарчӗҫ. Анна Васильевна килте ларма юратни ҫинчен вулакан пӗлет ӗнтӗ; анчах та, тепӗр чухне, унӑн мӗнле те пулин кулленхинчен урӑхларах ӗҫ, мӗнле те пулин тӗлӗнмелле partie de рlaisir туса ирттерес шухӑш пырса кӗнӗ; тата ҫав partie de рlaisir мӗнле чӑрмавлӑрах пулнӑ, вӑл ҫавӑн чухлӗ ҫине тӑрса хатӗрленнӗ, ыттисене пуҫтарӑнма хистенӗ; Ҫавна аса илсенех вӗриленсе каятӑп эпӗ. «Ачасем, камӑн ӗҫес килет!» тесе ҫеҫ кӑшкӑратӑн. — Ларӑпӑр, — терӗ Шурочка. Аманнӑ ҫын сирӗн сассӑра илтсе куҫ шӑрҫийӗсене ҫавӑркаласа пӑхать, анчах курмасть те, ӑнланмасть те вӑл сире. Малалла пусма хӳтлӗхӗсенчен темле тимӗр хулӑсемпе каштасем кӑна курӑнкаларӗҫ, виҫҫӗмӗш хутӗнчен ҫӳлерех кӑна каллех пусмасем пуҫланаҫҫӗ. Таврари ҫутҫанталӑк ҫакнашкал чӗрӗлни ача сӑн-питне темӗнле ҫав тери тӗлӗннӗ тӗс кӗртет. Кун пек кӗвӗсене чаплӑ та хӑйне уйрӑм вӑхӑтсенче ҫеҫ калама юрать, унтан ҫав кӗвӗсем хыҫҫӑн мӗнле туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ, ҫав туйӑмсене пӑхӑнакан ӗҫсене тумалла. Вӗсем икӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗр ушкӑнӗ Лушкӑна тарӑхтарма юлнӑ, тепри ҫине тӑрса Давыдов хыҫҫӑн пынӑ. Пӗр шанчӑклӑ меслет кӑна ҫак ачасенчен хӑтӑлма май панӑ. Давыдов ҫывӑхри ҫатан патне пынӑ та ҫапӑ хуҫса илем пек тунӑ, хайхи ачасем ҫил вӗҫтерсе салатнӑ пекех ҫухалнӑ. Вара тин колхоз председателӗ урамра тата ытти ҫӗрте чӑн-чӑн хуҫа пулса тӑнӑ. — Мӗн тӑвас пулать-ха ӗнтӗ? — чӗтрекен аллипе пичӗ ҫинчи тарне шӑлса ыйтрӗ Власова. Автор хӑй тинӗссем ҫинче ӑста ҫӳреме пӗлнине кӑтартать. Ӑна хӑйӗн хӗҫпӑшалӗпех сапса антарнӑ. — Марс ҫине мӗнле тӗллевпе яраҫҫӗ вара? Вӑл вара нумая систернӗ пек пӑхса мана виҫҫӗмӗш хут чӗпӗтрӗ. Ҫав Сима Симаков Колькӑна чӗлхипе те, пуҫӗпе те, аллисемпе те темӗнле паллӑсем туса кӑтартать, анчах нимӗн те ӑнланса илме ҫук. Кольӑн пилӗк ҫулхи йӑмӑкӗ Татьянка, ҫӑка айӗнче лараканскер, хӑй умӗнче выртакан юлхав йытӑ ҫӑварне куршанак чикесшӗн тӑрмашатчӗ. Чӑтӑмлӑрах пулса пӗр чарӑнса тӑмасӑр хӑвӑртрах малалла васкамалла. 17-мӗш числара ирпе вӗсем яланхи пекех пӗр вӑхӑтра, пӗр йӗркепе тухрӗҫ. — Фома ӑҫта? Эсир астӑватӑр-ха, таса хӗрсем кӑшкӑрамаклӑ мар, хӗрарӑмсем, упӑшкипе пурӑнакан хӗрарӑмсем — кӑшкӑрамаклӑ. Законсене пӑсассине чарас тӗлӗшпе эпӗ хамӑн вӑй ҫитнӗ таран пурне те тума пултаратӑп, анчах эпӗ закона хирӗҫ кайма пултараймастӑп. Ку тата мӗне кирлӗ? Лайӑхрах пытарасси кӑна ӗнтӗ. Ҫавнашкал самантсенчен пӗри тухтӑр ман арӑма пӗрремӗш ача хыҫҫӑн ӗмӗртме чарсан пулчӗ. — Ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл, — ман ыйту сӑпайсӑр пулсан, каҫарӑр. Ҫамрӑклӑх-и? Малтанлӑха ҫакнашкал ҫӳрени килӗшетчӗ пек, анчах кайран, шӑп ҫавна пула, хам ӑна хисепленин юлашки тӗпренчӗкне те питӗ хӑвӑрт ҫухатрӑм. Тӗрӗс! Чарӑнса тӑчӗ-им? Туслӑ пурӑнӑр. Лар та чиркӳре паперть ҫинче юрла: «Турӑ пулӑр, паян пурӑнмалӑх ҫӑкӑр татки парӑр!» — Чӑн тусӑмсем Соколов, Попов, Редактор, Мичо бай — пурте вӗсем алӑ усса ларман эппин… Вӑл аттисене хыврӗ, анчах салтӑнса тӑмарӗ, питҫӑмартийӗсем тӗк шӑрши кӗрекен сивӗ минтер ҫумне сӗртӗннӗ-сӗртӗнменех ҫывӑрса кайрӗ. … Кунашкал тумпа чухне вӗсене санпа калаҫма та аван мар. Сывӑ пулӑр, мана курни ҫинчен никама та ан калӑр. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ ҫав джерси текеннисем, купарча тӗлне тӗрлӗрен ҫӗлесе тултарнисем, ҫав ҫара хулпуҫҫисемпе алӑсем — пурте киревсӗр. — Мӗн чул? Вӑл пикенсех аса илме тӑрӑшрӗ, ҫавӑнтах таҫта пӗр кӗтесе хӗсӗнсе юлнӑ палланӑ ята аса илчӗ: «Иннокентий Павлович Леденев, никам та мар, ҫавах». Ку, чӑн та, хӑрушӑ экзамен пулчӗ: вӑл ҫӗмӗрӗлнӗ пулсан, пирӗн ҫак экспедицие тепӗр ҫулталӑка хӑвармалла килсе тухатчӗ. Халӗ сана акӑ мӗн хушатӑп: сан патра хваттерте пурӑнакан ҫын киле таврӑниччен, вӑл манпа асап курса ҫӳренӗ вӑхӑтра, пирӗншӗн, ҫылӑхлӑ ҫынсемшӗн, кӗлту, ватӑ кӗсре! Ура пусма та вырӑн ҫук-мӗн ку блиндажра: кӗнӗ ҫӗртен пуҫласа шала ҫитиех лӑк тулли салтак. Крыльца ҫине тухсан, витӗр тивекен сивӗ ӑна куҫӗнчен, кӑкринчен ҫапрӗ, вӑл антӑхса кайрӗ те, урисем сасартӑках йывӑҫ пек хытса ларчӗҫ, — площадь варрипе, аллисене каялла ҫыхнӑ Рыбин утса пырать, унпа юнашар, туйисемпе ҫӗре пӗр майлӑн таклаттарса, икӗ сотски утать, вулӑс крыльци умӗнче пӗр ушкӑн ҫын ним чӗнмесӗр кӗтсе тӑрать. Унсӑр пуҫне тата ҫан-ҫурӑмӗ хытӑрах та хытӑрах шӑна пуҫланӑ. — Николай тепӗр минутран ун ҫине куҫлӑх витӗр пӑхрӗ. — Паянах килмелле ҫав. Мӗн? Мӗншӗн? Ҫав ҫынсем-ҫке-ха унӑн ывӑлне вӑл халь пыракан ҫула кӑтартса панӑ… Вӑл чарӑнчӗ те — Лось куҫӗсем сивӗ хӑюлӑхпа хӗмленнине курать. Унӑн вӑрӑм мӑйӗ ҫеҫ ҫӳлелле каҫӑрӑлса тӑрать, хӑй тайкаланать, унтан каллех тӳрӗ тӑрать, пысӑк вӗрен евӗрлӗ авкаланса хумсем ҫине пырса ҫапӑнать, касса татнӑ ӑман пекех явкаланать. Вӑл Испанири корольсем пурте II Филипп пек тесе шанса тӑрать, ҫавӑнпа хӑраса ӳкрӗ. Килӗшсе сӑмах панӑ. Пӑхасса та малтан ун ҫине ырах мар шухӑшласа хунипе тиркесе пӑхрӑм: мӗншӗн тесен Швабрин мана ҫак капитан хӗрӗ Маша ҫинчен, вӑл тӑр ухмах пек кӑтартса, каласа пачӗ. — Эсӗ мӗншӗн авланмастӑн? Унӑн кӑмӑлӗ ҫӗкленни нимӗне те пӗлтермен. Ярски ҫыннисем Демка майлӑ пулчӗҫ. Пугачев савӑнса кайрӗ. Осип Михайловичӑн мӑйӑхӗсем чӗтренсе илчӗҫ. — Ӑҫталла эс, тӑванӑм? Вӑл хур урине шӑршласа та пӑхман, ун вырӑнне диван айне кайнӑ та, унта вырнаҫса ларса ҫинҫе сасӑпа хуллен улама пуҫланӑ: — Хӑм-хӑм-хӑм… Пурнӑҫа ҫӗнӗлле йӗркелемелле. Сылтӑмалла каякан ҫул — хулана, унтан киле илсе каять, сулахаялла каяканни — Одинцова патне. Аппарат ӑшӗнче Гусев мӑкӑртата-мӑкӑртата тӑрмашать, тупса-илсе килнӗ япалисене тӗпчет, пытарать. Каҫарӑр, сирӗн преосвященство. — Мӗнпур ӗҫе ӗмӗрте те туса пӗтерес ҫук, — тетчӗ вӑл лӑпкӑн. Анчах пӗр Печорин кӑна мар иккен ытараймасӑр пӑхса тӑнӑ княҫӑн хӗрне: пӳлӗм кӗтессинчен ун ҫине тата тепӗр ҫулӑмлӑ мӑшӑр куҫ сикмесӗр пӑхса тӑнӑ. Анчах килнӗ ҫыннӑн хӑмӑртарах пичӗ унӑн кӑмӑлӗ лайӑххине палӑртать, палламан ҫын кулнӑ чухне унӑн нимпе те палӑрса тӑман каҫӑртарах сӑмси кӑсӑкла пӗркеленет, хӑмӑр куҫӗсем вара ҫут тӗнче ҫине ӑшӑ кӑмӑллӑн, ӑслӑн пӑхса кулаҫҫӗ. — Ан хӑрӑр, эпӗ никама та куҫ ӳкермен-ха. Пирӗн кабардинецсене е чеченецсене илер-ха, сӑмахран, вӗсем хӑйсем, вӑрӑ-хурах та ҫара пакарта кӑна пулин те, нимӗнрен те хӑраса тӑмаҫҫӗ. — Инҫетри Ҫурҫӗрте. Анчах, ӑна ҫисессӗн, вӗсен хырӑмӗсем тата хытӑрах выҫнӑ пек туйӑнса кайнӑ. Ҫеҫен хир ҫине каҫхи ӗнтрӗк анчӗ. Лӑс туратсенчен кӑпӑш юр кумккисем пусӑрӑнтарса ҫакӑннӑ, ҫакӑ вӗсене темле уяври пек тӗлӗнмелле чаплӑ та сивӗрех сӑн парса тӑрать. Вӑл ҫав ҫулӑ калавсене, лайӑх кухарка икерчӗ пӗҫернӗ пекех, хӑвӑрт та вӑр-вар пӗҫерет, тата вӗсене чӑш-чӑш! чӑшлатакан пулӑпа сӗрсе тӑрать. — Ку ӗҫе питӗ меллӗ вӗҫлеме сунатӑп сире, эпӗ инҫетрен савӑнса тӑрӑп. Вӑл Гальмало хыҫҫӑн тухнӑ. Эпӗ ӑна сулӑ ҫинчи ҫӳп-ҫапа, ҫулҫӑсене тата хуҫӑк кӗсмене кӑтартрӑм. — Атя, яра пар! — тетчӗ. 1908 ҫулхи июнӗн 30-мӗш ирхине Иркутскран пин километр ҫурҫӗр еннелле, Тунгус тайгине калама ҫук пысӑк метеорит ӳкнӗ. Карапӑн шӑпи сан аллунта. Ҫӑлӑнса юлас тесен, ӑна хывса пӑрахас пулать. — Вӗсем килеҫҫӗ пулас, — пӗлтерчӗ тарҫи, хапха хутлӑхӗнчен сиксе тухса. Икӗ урам урлӑ каҫсан, вӑл каллех штыклӑ йывӑр пӑшал сӗтӗрсе пыракан ачана тӗл пулчӗ. — Ҫук, саланса кайман. Володя ӑна салтак пулӗ тесеччӗ. — Тепре куриччен! — Акӑ эпӗ те ҫитрӗм! — тесе кӑшкӑрнӑ хуҫи хыттӑн. — Акӑ эпӗ те ҫитрӗм! Хытӑ хурланчӗ вӑл, хӗре ҫав тери хӗрхенчӗ. Кунта чун-чӗрене хӑваратӑп вӗт эпӗ! Мӗн курнине пӗтӗмпех астӑватчӗ. Тухтӑрӑн сӑн-пичӗ хаваслӑн ҫуталчӗ. — Григорьев Александр. Нимӗҫсене хӑйсен укрепленийӗсенех бомбить тутарасси — Чеслов капитанӑн тӗп задачи пулнӑ, ҫавӑн пирки вӑл вӗсем патне юриех хӗвел енчен вӗҫсе пынӑ. Амӑшӗ ӑна ним чӗнмесӗр, пӗшкӗнсе пуҫ тайрӗ, — ҫак ҫамрӑк, тӳрӗ кӑмӑллӑ, урӑ сӑн-питпе кула-кула тӗрмене каякан ҫынсем ун чӗринех кӗрсе вырнаҫрӗҫ; вӗсене вӑл амӑшӗн хӗрхенӳллӗ юратӑвӗпе юратма пуҫларӗ. Таҫта ҫывӑхрах Рыбинӑн пӗр пек тикӗс сасси илтӗнсе кайрӗ. Пит аван, эсир ӑна илсе килни. Ура сассисем… Кӑшкӑрнипе унӑн ӗҫес килсе кайнӑ. Унӑн ывӑлне ачашлас килчӗ, анчах ӑна темскер кансӗрлерӗ. — Эсӗ кама хирӗҫ пуль тесе шутлатӑн тата? — терӗ ӑна Рыбин салхуллӑн. — Темӗн чулах, Вилла-Прай патне пырса ларассинчен ҫӑмӑлрах пулни нимӗн те ҫук. — Ма чӗнместӗн эсӗ? Тухса кайӑр… Сана вӗлерни ултавлӑ утӑм пулнӑ пулӗччӗ. — Эпӗ чухӑн ҫын, анчах халиччен мӗскӗне паракан татӑка йышӑнман. — Эпӗ сире сӑмах паратӑп, мистер Стумп. Давыдов кулса ячӗ. — Ҫакӑнасса эсӗ ҫакӑнмастӑн-ха, — астутарчӗ ӑна Берсенев. Ҫав вӑхӑтрах хӑй канлӗн утса ҫурҫӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, вара пысӑк шӑтӑк пирӗн иксӗмӗрӗн тата вӑрӑ-хурахсен хушшинче пулчӗ. — Юрамасть… Плантаторпа ывӑлӗ лашисем ҫинчен вӑр-вар сиксе анса, карета ӑшне кӗчӗҫ. Джемма шуралса кайнӑ, анчах ҫав сӑмахсене илтсен унӑн сӑн-пичӗ улшӑнмарӗ. Карап марсран ҫӳлтех мар вӗҫет — ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫ еннелле. Вӗриленни каҫа хирӗҫ вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пычӗ; ал-урисем сурма пуҫларӗҫ, пуҫӗ ҫурӑлса тухас пекех ыратрӗ. Анчах юнланса пӗтнӗ, антӑхса кайма пуҫланӑ казак калатчӗ: — Мӑкшӑна ҫӗнтерес мар-тӑк, — пурӑнас та мар! — тетчӗ. Хӑтӑлас, тесе-и?.. Марко алӑкран тухса кайсан ҫеҫ арӑмӗн сехри хӑпнӑ сасси пӳртре илтӗнсе юлчӗ, тата ҫырманалла таракан йытӑ вӗрни чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑчӗ. — «Адельпе Полинӑна» тата «Пещерӑна». Халӗ кайса пӑхсан та чӑрмантармастчӗ: ҫав чӑх урине никам та тивмен-ши, е ҫук? Амӑшӗ питне чӗрҫиттипе хупларӗ те макӑрса ячӗ. Аэлита Ихошкӑн хӗрлӗ куҫӗсене те, ҫурт тытуҫин хӑранипе чалӑшсах ларнӑ, кавӑн пек сарӑ сӑнне те асӑрхамасть, — саланкӑрлӑн кулса, Лось еннелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса вӑл ун умӗнче пырать, акӑ пӳрте, шала, хӑйӗн патне кӗчӗ. Стариксем ҫапла кашни хӑй тӗллӗн шухӑшласа пурӑннӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен пӗр-пӗринпе ӗҫе майлаштарма сӑмах панӑ, вара кашни хӑй енчен ӗҫ ҫӳретме тытӑннӑ. Апата тахҫанах антарнӑ, сана чӗне-чӗне те кӗтсе илмелле мар, — терӗ Василиса Егоровна, упӑшкине. — Ых, ҫав арҫынсем! Вӑл тӑпра ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, ҫӗр чӑмӑрне ытамланӑн аллисене сарса хучӗ. — Тума. (Евпсихий Африканович, пуп таврашӗнчен тухнӑскер, шӑнса пӑсӑласран сипленме кирлӗ пулӗ текелесе, ним вӑрахламасӑрах пӗр кӗленчине йӑкӑртса та илчӗ ӑна манран… ) — Епле ӑнланас мар! — ассӑн каланӑ Фома. — Полк командирӗ патне, — терӗ старший лейтенанг уҫӑ чӳрече умӗнче «Красноармеец» журналта кроссворд тупкӑчине шыраса ларакан дежурнӑя. Джемма чӳрече янаххи ҫине чавсаланса малалла ӳпӗнчӗ. — Капитанӗ ӑҫта?.. Пӗр аллине ганшпуг, тепӗр аллине йӑлӑллӑ вӗрен тытса, вӑтам палуба ҫине сиксе тухрӗ. Пӗр енчен, эпӗ сӑнчӑра татса ирӗке тухасран хӑранӑ; тепӗр енчен — мана тӑрантарса, тытса усрама пит хакла ӳкнипе патшалӑхра выҫлӑх пуласран хӑранӑ. Ҫӗнӗ вырӑнта чарӑнса тӑрсан, вӑл тӳрех хӑвӑрттӑн та хыттӑн калаҫма пуҫларӗ, Озерова ятлаҫма пуҫласшӑн та, анчах пуҫлама пӗлмен пекле калаҫать тейӗн ӑна. — Никама та тытса кайман, анчах ҫуртри пӗтӗм япалана айӗн-ҫийӗн ҫавӑрса пӗтернӗ. Августӑн 18-мӗшӗ, ытлари кун. Ҫав вӑхӑтра уҫланкӑри действи хӑйӗн йӗркипе пулса пынӑ. Теприсем, ҫаплах шӑрӑхпа сӳлтӗркенӗскерсем, ҫурри таран салтӑнса, хӑшӗсем Терек шывӗнче кӗпе-йӗм чӳхеҫҫӗ, хӑшӗсем йӗвен яваҫҫӗ, хӑшӗсем ҫӗр ҫинче, ҫыран хӗрринчи вӗри хӑйӑр ҫинче юрӑ ӗнӗрешкелесе выртаҫҫӗ. Ҫавӑнтах приходсен хӗресӗсемпе хоругвисене тӑратса хунӑ. Эпир унпа ҫавӑнтан вара тӗл пулман… Вӑл вӑхӑтра утрав Лагадо хулинчен икӗ мильре ларакан сӑрт тӑрринче ярӑнса ҫӳренӗ. Икӗ уйах каярах хама утрав ҫине хӑпартнӑ хатӗрӗсемпех мана чи аялти галерейӑран ҫак сӑрт ҫине антарса хӑварчӗҫ. Эпӗ пӗлетӗп — урӑх кӗнекесем пур… — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ку задачӑна вӑл ман батальонпа тепӗр батальон умне лартрӗ, ӑна мана пӑхӑнмалла турӗ. Юман чӑтлӑхӗсем ҫулҫисене тӑкмасӑрах бронза пек явӑнаҫҫӗ, танкӑртатаҫҫӗ, лапсӑркка кипариссемпе сарлака ҫулҫӑллӑ каштансем кӗрлеҫҫӗ, вӗренесем хӑйсен сайралнӑ, анчах пӗтӗмпех кукшаланса ҫитеймен пуҫӗсене сарса лараҫҫӗ. Манӑн атте, анне тата ҫемье пур. — Салли аппа вӑхӑта сая ямарӗ, ҫавӑнтах ирӗк ыйтрӗ те Тома ыталаса темиҫе хут чуптурӗ, унтан ӑна упӑшки патнелле тӗртсе ячӗ, лешӗ те ӑна ыталаса илчӗ. Чӑлӑш-чалӑш та шарт-шарт тӑвакан, ҫапах та хӑйӗн кустӑрми тӗнелӗ ҫинче тӗреклӗ ларакан фургон каҫ пуличчен Альпӑ тӑвӗсен юлашки сӑртне ҫӗнтерсе илчӗ те, Джисленд айлӑмӗнчи ҫӳллӗ чӑрӑшсен хушшине кӗрсе кайрӗ. Ҫавна пирвай пуҫласа ҫеҫ куракан ҫулҫӳревҫӗ ирӗксӗрех хӑй лашине тӑратать те интересленсех ҫав япала ҫине сӑнаса пӑхса тӑрать. — Унчченхи шӑтӑк ҫук пулсан, ҫӗннине тумалла, — терӗ Геркулес. Ҫурта ҫутса панӑ тарҫине тухма хушрӗ те, камин ҫумӗнчи кресло ҫине тӗшӗрӗлсе анса, питне аллисемпе хупларӗ. — Эпир те сирӗнсӗр епле те пулин пурӑнкалӑпӑр-ха! Йӗрсе-кулянса тӑрассӑмӑр ҫук, факт! Ҫӳп-ҫап куписенче, пралукӑн арпашӑнчӑк ҫыххисемпе станоксен ҫӗмрӗк пайӗсен хушшинче имшер курӑк ӳсет. Унта, чӑнах та, темӗн выртать. Пултараймастчӗ! Вӑл мана пӗлейменни пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Эпӗ карапа Ҫурҫӗр енчи бухтӑна илсе каяс, унта канлӗнех ҫыран хӗррине чарӑнас тетӗп. Ҫӑварне сахӑр катӑкӗ чиксе кочегар малалла калать: — Пӗр хушӑ эпӗ ҫутҫанталӑкра ҫапкаланса ҫӳрерӗм те пӗр тавар сутса ҫӳрекен старик патне, Владимир ҫынни патне пырса майлашрӑм, вара унпа пӗрле эпир пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх карӑмӑр: Балкан тӑвӗсем ҫине кайса ҫӳрерӗмӗр, леш туркӑсем патне те, румынсем патне те, грексем, австрияксем патне те — пур халӑхсем хушшине те кайса ҫавӑрӑнса ҫӳрерӗмӗр, хӑшшинчен — илетӗн, хӑшне — сутатӑн… Тен, инҫетре пулӗ, тен, кунта, ҫывӑхрах, авӑрланӑ пӑшалӗсене тытса, пытанса тӑраҫҫӗ. Сирӗн пек йывӑр шухӑшлӑ ҫынсемшӗнех вӑл час персе ҫитеймӗ! «Кам ирӗксӗрлесе тӑхӑнтарнӑ-ха ӑна?» Кунсӑр пуҫне, гражданин ҫар ҫынни, сире кӗмӗл туй кунӗ ячӗпе парнесем илме иртерех пек туйӑнать мана, — сӑмах тӗксе илчӗ нафталинлӑ хӗрарӑм, Алексей ҫине сивӗрех тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса. Пӗр тапхӑр ҫӗрӗн авӑнкаласа тӑракан хуппи анчах пулнӑ; ҫак хупӑ туртӑм законӗпе хӑш-пӗр тапхӑрта ҫӳлелле те хӑпаркаланӑ, аялалла та авӑнса анкаланӑ. Вӑл, сӑн-пичӗпе йӑлт улшӑнса кайнӑскер, вырӑн ҫинче тапкалана-тапкалана илет, вӑхӑт-вӑхӑтӑн темӗн итлет, таҫта тухса тарма хӑтланнӑн туйӑнать. — Эп вилнӗ пулӑттӑм, — терӗ Петр шӑппӑн. Тӗлӗнмелле ҫӳлӗ пӳ, ҫепӗҫ сӑнлӑ пит, илемлӗ шӑлсем — пур пек лайӑххи ун ҫумӗнче ҫаксем кӑна. Унтан сӗтел патне утса пырса, Монтанелли кӑранташпа ҫырнӑ ҫырӑва курчӗ:Манӑн хаклӑ ачам! — Ма аттине пӑрахнӑ-ха вӑл?» Нимӗҫ пӑрҫисене вӑл малтан виҫӗ пӗчӗк купа туса хучӗ, унтан вара кашнинех тата виҫӗ пая уйӑрчӗ: кашни купине пӗр ик-виҫшер е тӑватшар пӑрҫа лекрӗ. Вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хучӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ; питӗ пысӑк та лӑпкӑ хуйха палӑртаҫҫӗ унӑн путса кӗнӗ йӗпе куҫӗсем. Ҫакӑн пек шухӑшласа, хӑйсем юратӑва туррӗнех хирӗҫленине, хӑйсен эгоизмне ҫеҫ кӑтартнине вӗсем асӑрхамаҫҫӗ. Вӑл ӗнтӗ тахҫанах куҫран ҫухалчӗ, анчах та маншӑн ҫаплах-ха унӑн пӗчӗкҫеҫ сӑрӑ ҫуначӗсем инҫетре-инҫетре ярӑнса пынӑн туйӑнать. Старик мана хирӗҫ тухрӗ. Пуҫласа курать те — тӳрех вӗрентет! Король майрин столярӗ Глюмдалькличӑн пӗр пӳлӗмӗнче ҫирӗм пилӗк фут ҫӳлӗш йывӑҫ станок туса пачӗ. Вӑл станок тӑратма пусма евӗрлӗччӗ, унӑн кашни картлашки тӑршшӗ аллӑшар футчӗ. — Эпӗ гвардирен, ав лерен. Вӗсен инкекӗ те ҫавӑнта. Ҫитменнине тата император хӑйӗн чаплӑ ҫуртне мана пит кӑтартасшӑн пулчӗ. Ҫак иксӗмӗрӗн те пӗр кӑмӑллӑ ӗмӗт виҫӗ кунтан тин ӗҫе кӗчӗ. Вӑл кунсенче хам ӗмӗтленнине пурнӑҫа кӗртес тӗлӗшпе хатӗрлентӗм. — Пурте вӗсем, ӳсӗр, сэр, — терӗ ман хыҫра тӑракан Сильвер. Тупӑ ҫилленсе кайнӑ пек пулчӗ, сулахай бортра ларакан пӗр каронадӑна тӑрӑнса салатса пӑрахрӗ, унтан, куҫа курӑнман ҫӗмӗренпе персе янӑ пек, сылтӑм борт патне, тӳрех ҫын ҫинелле сирпӗнчӗ, анчах леш татах пӑрӑнса ӗлкӗрчӗ. Ирӗклӗхшӗн пыракан ҫак ҫапӑҫура арҫынсемпе пӗрле хӗрарӑмсем те пулнӑ. Сайра хутра Половцев патне кӗркелесе пӑхнӑ чухне Яков Лукич лешӗ мӑн ҫамкаллӑ пуҫне пӗчӗк сӗтел умне пӗшкӗнтерсе хытанка тути хӗррисене пӗр сасӑсӑр хускаткаласа вуласа ларнине курать. Кивелнӗ «Консепсион» карапа, вӑл утрав халӑхне ан ҫаклантӑр тесе, вӗсем хӑйсемех ҫунтарса янӑ. Чайка, курӑк ӑшӗнчен ҫӗкленет те, ҫуначӗсемпе пӗр майлӑ сулкаласа, кӑвак тӳпере мӑнаҫлӑн ярӑнса ҫӳрет. — Тубянскине пирӗн хамӑрӑн анчах каймалла-и, усал-тӗсел? — терӗ Атаманчуков карчӑкӗ, Давыдов ҫине кураймасӑр, шӑтарасла пӑхса. — Вӑтӑрта. — Тепрер эрнерен, матушка, унччен юрамасть! Мӗншӗн ҫак хӗрарӑм тени ыррӑн тӳпелешме пӗлмест-ши? Феничка хӑйӗн ҫӳҫӗсене те йӗркеленӗ, косынкине те лайӑхрах ҫыхнӑ, анчах вӑл унчченхи пекех юлма та пултарнӑ пулӗччӗ. Ташлама та вӗсем черетпелен ташларӑҫ, малтан пӗрисем те унтан теприсем, ҫавӑнпа кашни фигурӑнах икшер хут вылярӗҫ. Пурте пӗрле тӑрӑр та пурте ман хыҫҫӑн перӗр. Аякка ҫитсе чарӑннӑ Мунчо ҫӳлелле хӑра-хӑра пӑхать. Температура чӑтма ҫук вӗриленсе пырать, термометрпа виҫес пулсан, ҫитмӗл градусран та иртмелле. Иван Иванович, хӑйӗн каҫла ҫеҫ уҫӑлса ҫӳрес яланхи йӑлине пӑсса, кунта епле килнинчен тавҫӑрса илетӗрех ӗнтӗ эсир, кӑмӑлне кайнӑ япалана туянасах тени унӑн мӗн тери пысӑк иккенне. — Ҫавӑн пекех татӑклӑн каларӗ-и вӑл сире Клюбер господина качча тухмастӑп тесе? — ыйтрӗ Санин, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Хаклӑ йышши чулсемпе йӑлкӑшса тӑракан кӑвак тата кӗмӗл глазетсем, кӗрен, симӗс, шурӑ тата сирень тӗслӗ бархатсем, бриллиант тӑхаллӑ атлас пушмаксемпе рубин тӳмеллӗ атлас камзолсем, ылттӑнран тунӑ илемлӗ туясемпе аметист табакеркӑсем тахҫанах халӗ халлапсенче ҫеҫ асӑнакан, туйӑм тӗлӗшӗнчен ытлашши аснӑ тапхӑр ҫинчен калаҫҫӗ. Унта Европа хушшинче пӗрмаях карапсем ҫӳреҫҫӗ. Такам ҫава хӑйранӑ чухнехи пек тимӗр чанкӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Унӑн пӗр минутлӑха ҫемҫелнӗ сасси каллех хыттӑн, хӑратса калаҫакан пулса тӑчӗ. Ан хӑрӑр. Эсӗ манпа пӗрле хутор тӑрӑх иртме вӑтанатӑн, хӑй ҫапах «айта мӑшӑрланатпӑр», тет! Леночка вара, чун-чӗрипе пӑшӑрханса ӳкнӗскер, чупса ҫитсе шӑнана ирӗке кӑларнӑ, унӑн урине ҫыпӑҫтарса янӑ. — Куҫӗ унӑн бархат евӗрлӗ, — шӑпах бархат пек ҫав: ун куҫӗ ҫинчен калаҫнӑ чух ҫак сӑмаха яланах асӑнта тытма сӗнетӗп эпӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫав тери вӑрӑм унӑн, унӑн куҫне хӗвел ҫути те ӳкмест. Мана чӗнме пынӑ казак, ман ҫинчен пӗлтерме кӗчӗ те, часах каялла тухса, мана нумай пулмасть эпӗ Марья Ивановнӑпа ачашшӑн уйӑрӑлнӑ пӳлӗме ҫавӑтса кӗчӗ. Ытарма ҫук айлӑм ҫийӗпе шыв темиҫе кукӑр пулса юхса выртать. Унӑн хӗррисемпе ем-ешӗл курӑксен кавирӗ сарӑлса выртать. Фургон ҫак кавир ҫине ҫитсе чарӑнчӗ. Ун экспедицийӗ Конго шывӗ пырӗнче пуҫланнӑ. — Ырӑ государь, сиртен ыйтма ирӗк парсамӑр… мана питӗ кирлӗ, — терӗ Ковалев, чӑтса тӑраймасӑр. Сан мар-и вара? Тарӑхнипе манӑн ҫӳҫӗмсем чӑшӑлах вирелле тӑрса кайрӗҫ! — Атте ҫыру ячӗ-и? — ыйтрӗ Джек. Халь ӗнтӗ темскер, тахҫан пуҫра тӗтреллӗ мӗлке пек курӑннӑскер, ҫав сӑнара вилӗм сывлӑшӗпе пырса ҫапӑнчӗ те, йӑлтах сапаланса кайрӗ. Ҫакнашкал ытарайми капӑр тухса тӑнӑ Суламифь Соломон умне. Патша вара:— Шуҫӑм евӗр йӑлтӑртатаканскер, уйӑх пек хӳхӗмскер те хӗвел пек ҫутӑскер, кам пулчӗ ку? — кӑшкӑрсах янӑ савӑннипе. Кунсӑр пуҫне, перопа лексикон ҫумӗнчен туртнӑ хыҫҫӑн ӑна айккинелле илтӗм те хут ҫинче йӗр вырӑнне чернилтан тӑсмака кӳлленчӗк пулса тӑнине куртӑм, — лексикон хут тӑршшӗне ҫитмерӗ, ҫавӑнпа йӗр унӑн ҫемҫе кӗтесси тӗлӗнче кукӑрӑлса кайнӑ. Каҫхи апата самантрах хатӗрлерӗҫ: консервӑна сухарие пӗҫермелле мар. Кулса ашкӑнма юратакан ачасем евӗр, ушкӑнпа кӗпӗрленсе чуптарчӗҫ шухӑ флейтӑсемпе кларнетсем, ҫӗнтерӳ хавасӗпе кӑшкӑрса, юрлаттарса ячӗҫ ҫӳллӗ пӑхӑр трубасем, параппанӑн хупӑнчӑк панлатӑвӗсем тата хытӑраххӑн васкатрӗҫ вӗсен ахаль те хивре ыткӑнӑвне, нӑкӑ, лӑпкӑ, пархӑтлӑ сассисемпе ӑшшӑн та евӗклӗн мӑкӑртатрӗҫ вӗсен хыҫӗнчен ӗлкӗрсе пырайман йывӑр тромбонсем. Чӑн-чӑн хака калатӑп та ӑна: парсан — лайӑх, памасан — хуткупӑс! — Тӑхтӑр! Хумма хулӑм сасӑпа каларӗ: — Петӗр вӑл подрядчика тӗрӗс вӗлернӗ! Анчах та машинӑсем иртсе кайрӗҫ, шӑршӑ сирӗлчӗ, инҫетрен ҫеҫ моторсен шавӗ кӑштах кӑна илтӗнекен пулчӗ. Малалла ача нимӗн те илтмерӗ. Купецсем те, ун ҫине пӑхса, нимӗн те чӗнмен. — Калаҫӑр, калаҫӑр, доктор! Одинцова ҫинчен аса илсенех, унӑн юнӗ хӗрсе кайнӑ; вӑл хӑйӗн юнне ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтернӗ пулӗччӗ, анчах ун ӑшне темӗскер, хӑй шутламанскер, яланах йӗкӗлтенӗскер, унӑн пӗтӗм мӑнкӑмӑллӑхне тӗлӗнтерекенскер кӗрсе ларнӑ. Гонкурӑн, Гринвудӑн, Бальзакӑн — усал ӗҫ тӑвакансем ҫукчӗ пит ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем те ҫукчӗ, простой ҫынсем ҫеҫ, тӗлӗнмелле чӗрӗ ҫынсем пурччӗ; вӗсем пӗри те иккӗленме май памастчӗҫ; хӑйсем мӗн каланине, тунине пурне те чӑнах та ҫавӑн пек каланӑ та тунӑ, урӑхла тума та пултарайман темеллеччӗ. Сире Пётр Фёдорович хӑнана чӗнет». — Юрать апла, хӑвӑр тавҫӑрса илтӗр пулсан — лайӑх япала! Иван Ивановичӑн пуҫӗ усӑк хӳреллӗ йӳҫкӑшман пек, Иван Никифоровичӑн пуҫӗ пуҫхӗрлӗн тытнӑ йӳҫкӑшман пек. Император тумӗ пит капӑрах мар, ӑна ҫӗлессе Азирипе Европӑри халӑхсен пекрех ҫӗленӗ; пуҫӗ ҫинче хаклӑ йышши чулсемпе тата шӗвӗр тӑрӑ ҫине кайӑк тӗкӗ лартса илемлетнӗ шлем. — Апла пулсан, юратех ӗнтӗ. Патша патшаран тухрӗ, салтаксене пурне те вӗлерсе, амантса пӗтерчӗҫ; полицие хӑваласа салатса ячӗҫ, темле штатски ҫынсем командовать тӑваҫҫӗ, — епле пурӑнмалла-ха халь? Пугачев крепӑҫре ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен, тӑшман ҫарӗсем енӗпе мӗнле хыпар-хӑнар ҫӳренине тата ыттине те ыйтса пӗлчӗ те, сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех Швабрина: — Каласа пар-ха, шӑллӑм, хурал аллинче мӗнле хӗре усратӑн эсӗ? Залра ырланӑ сасӑсем кӗрлесе кайрӗҫ. Вӑл ӳркевлӗн пӗр шухӑшсӑр ларса пырать, сӑнӗ тулли кӑмӑла палӑртать, ҫакӑ мана ямшӑк пуласси, каялла май таврӑнасси тата хурлӑхлӑ юрӑсем юрласси чи пысӑк телей пек туйӑнать. Виноград шывӗпе вараланнӑ кӗпеллӗ арҫын ачасемпе хӗрачасем, аллисенче тата ҫӑварӗсенче ҫупкӑмсем тытса, амӑшӗсем хыҫӗнчен чупаҫҫӗ. Анчах хӑй манран виҫӗ хут ҫамрӑкрах. Вӑл аллипе сулать, хӑй кулать те тӳп-тӳррӗн пӗлӗтелле вӗҫсе хӑпарса каять. Вӑл пиратсен хушшинче хӑйне хӑй ҫапла тытни вӗсене пӑхӑнтарнӑ пек туйӑнать. Вӗсем ун умӗнче хӑйсене хӑйсем, нимӗн те пулман пекех, вӑл ӗлӗкхи пекех, карап ҫинчи врач, хӑйсем ӗлӗкхи пекех тӑрӑшакан та парӑннӑ матроссем пулнӑ евӗрлӗн тыткалаҫҫӗ. — Мӗнешкел пурӑнма пӗлетчӗ… Вӑл кӗсен-ҫӑпанланса кайсан, эсӗ ӑна мунчана илсе кайса ҫу, таса тум тӑхӑнтарт — вара сывалать! Хам ҫинчен кайран. Эсӗ паянхи пек пулнине эпӗ нихҫан та курманччӗ. — Эпӗ хатӗр, — терӗм эпӗ. Луиза Морисрен йӗрӗнсе, ӑна кураймасӑр пурӑнма пултарайман. Ман пичче — ӗлӗкхи вӗри чӗреллӗ, кӑра та тӳрккес ҫын…. Ҫӗнӗрен мӗнле мыскарасем турӑн-ха? Вӑл манӑн пуҫа татса илӗ, — туршӑн та, татса илӗ! Нихӑҫан хуйхӑра пӗлмен, яланах савӑнӑҫлӑ, анчах халӗ кӑшт пусӑрӑннӑ та шӑпланнӑ Серёжа Жухрая хӑйне петлюровец хӗҫпе ҫапни ҫинчен каласа пачӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ, хӳхӗм тӗлӗнтермӗш, калама ҫук ҫепӗҫ чун-чӗре — ытарса тӑранаймӑн, — вӑл та акӑ пӗтӗмӗшпех хӑй кайӑкӗсене пӑхасси ӑшне путрӗ. «Пурте кунта, аттеҫӗм!» терӗҫ запорожецсем, каллех пуҫ тайса. Игуменпа Бойчо ҫав Мунчо енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, лешӗ, тем, пуҫне пӑркалать те туслӑн кулкалать. Бекки нумайччен пӑрӑнкаласа тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:— Аяккалла ҫаврӑн, мана ан пӑх, — вара калӑп. Акӑ кам-кам юлнӑ ҫак ҫемьерен, малтан тата виҫӗ ывӑл пулнӑ, вӗсене виҫҫӗшне те вӗлернӗ; Эммелина пулнӑ, вӑл вилни ҫинчен каларӑмӑр ӗнтӗ. Унтан вӑл тимӗр кӑвак лаша енне ҫаврӑнчӗ, эпӗ каллех вӗсем «еху» сӑмаха темиҫе хут каланине илтрӗм, анчах ҫав-ҫавах ҫак сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнланма пултараймарӑм. Федя вӗриленсе илни те амӑшне хавхалантарчӗ. Залра темле хӑюллӑ япала ӳссе пычӗ, хыҫалта ҫынсем хускалкалани тӑрӑх амӑшӗ ҫакна пӗр хӑй кӑна мар туйнине ӑнланса пычӗ. Вӗсем Англи чӗлхипе калакан хӑш-пӗр сӑмахсем тӑрӑх ҫулҫӳревҫӗсем ват карчӑксем хӑйсене халех вӗлерме ыйтнине ӑнланчӗҫ. Каҫхи апата тӑлӑх арӑм чан ҫапса йыхӑрать — кая юлма юрамасть вара, кирек епле пулсан та вӑхӑтра ҫит. Ишӗлчӗксем хушшинче аманнисем выртаҫҫӗ; ҫапӑҫакансем вилесем урлӑ каҫса иртеҫҫӗ, тин ҫеҫ аманнисен суранӗсем ҫине пусаҫҫӗ, пуля тивсе хуҫнӑ шӑмӑсем ҫине таптаҫҫӗ; аманнисем ыратнипе йынӑшаҫҫӗ, хӑйсем ҫине пусакансен урисене ҫыртаҫҫӗ. — Ҫук, сире кӑлараҫҫӗ. Мана асаплантармарӗҫ, мӗн пулса иртнине те аса илтерекен пулмарӗ; анчах эпӗ ҫак икӗ кун хушшинче мӗн-мӗн тӳссе ирттернине; шанӑҫа ҫухатнине, намӑсланнине, хӑранине, курайманлӑха манма пултараймарӑм. — Астӑватӑп. Ку сӑмах халӗ эпир сӳтсе явакан ыйтӑва кӗмест, факт! — Ах турӑҫӑм, Иисус турӑ! Апла пирӗн выҫах вилмелле пулать-и? — терӗ карчӑк. Негоро Алвишран ниҫталла та хӑпмарӗ, унпа пӗрлех патшана пуҫ тайрӗ. Пӗррехинче вӑл, пире ҫав тери тӗлӗнтерсе, ялти темӗнле юратуллӑ юрӑ кӗввине шӑхӑрма пуҫларӗ, ахӑртнех, ӑна вӑл ҫамрӑк чухне, хӑй тинӗс ҫине каяс умӗн юрланӑ пулас. — Маринка ӑҫта-ши? — Мистер Стумп, эсир виски ҫине шыв хутӑштаратӑр-и? — тесе ыйтрӗ Флоринда, ҫурри таран виски тултарнӑ эрех стаканӗ кӑтартса. Вулакан ҫын! Аэлита сасси — юратупа ӗмӗрлӗх-ӗмӗрлӗх, тунсӑх-терт сасси; вӑл пӗтӗм ҫут тӗнчере вӗҫет, — йыхӑрса-чӗнсе, кӑшкӑрса: ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм, ӑҫта эсӗ?.. Тата тепӗр сӑлтав та пурччӗ. — Ма килӗшес мар? — Эсир пире питӗ лайӑх тӑн кӗртрӗр, Александра Ивановна, — терӗ арми разведкинчи ҫӳллӗ те типшӗмрех подполковник, Горевӑн ӗлӗкхи пӗлӗшӗ. Хамӑн пулнӑ вӑкӑрсемпе ытти тӗрлӗ выльӑхсене чун-чӗрепех хӗрхенме пӑрахатӑп та, Совет влаҫӗшӗн вунӑ ҫул каярах коммунистсемпе пӗр ретре тӑнӑ пек тӑма партие ҫырӑнатӑп». Ҫакна вара эсир тӗрӗслӗх тетӗр-и? Чӑнах та, фаэтон ҫинче Сен-Жеромпа юнашар Володя ларать, халӗ ӗнтӗ вӑл кӑвак фракпа тата сӑрӑ картуспа мар, студентсен тӗрленӗ сенкер ҫухавиллӗ мундирне, виҫ кӗтеслӗ шлепкине тӑхӑннӑ, ылтӑнланӑ хӗҫ ҫакса янӑ. Буркӑпа пӗркентӗм те, хӳме ҫумӗнчи чул ҫине ларса, таврари инҫете пӑхма пуҫларӑм. Патша вӑхӑтӗнче иксӗмӗр те пӗр пекех пурӑнаттӑмӑрччӗ, халӗ авӑ, эсӗ вӗрсе хӑпартнӑ ҫын пек ҫӳретӗн, манӑнне урари юлашки ҫӑмата хывса илчӗҫ. Ганс пире калама ҫук ӑста ертсе пычӗ; ҫавӑнпа эпӗ, пире малалла та вӑлах ертсе пырасси ҫинчен шухӑшласа пӑртак лӑплантӑм. Анчах никам та ҫимерӗ. Пуҫра паян ҫиес шухӑш пулман. — Ара эпӗ ахаль кӑна-ҫке… Берсенев ӑшшӑн кулса илчӗ. — Ӑна романсенче ҫеҫ тавӑраҫҫӗ, Елена Николаевна; ҫитменнине унтанпа иртнӗ вуникӗ ҫул хушшинче ага вилме те пултарнӑ. — Халь мӗн тӑвӗҫ ӗнтӗ ӑна? — хутне кӗрессӗн каласа хучӗ вӑл. Вӑл тахҫан ӗлӗк меньшевик пулнӑ-мӗн. Ҫакӑнта халь Том Сойер пуласчӗ, тетӗп, ку ӗҫпе вӑл кӑсӑкланса каятчех ӗнтӗ тата тӗлӗнмеллерех мыскара та шухӑшласа кӑларатчӗ. Гаврила кӗсменӗсене сулса илчӗ. Унӑнни пек пӳ-сие, ҫавӑн пек кӑмӑллӑн саламланине шухӑшласа кӑларма та, каласа пама та ҫук. Асӑрханарах ӗҫле унта. Амӑшӗн хӑлхине кӗскен хуллентерех каланӑ сӑмахсем пырса кӗчӗҫ: — Акӑ вӗсем, ҫар пуҫӗсем… Базуняк ҫав хушӑра куҫ кӗски ҫине кӗмӗл укҫа хучӗ те кофейнӑйран тухса кайрӗ. — Мӗн тиесе каять вӑл? Килнӗ ҫынсенчен пӗри, асли, Мичо, чорбаджи иккен, вӑл ҫак шкула пӑхса тӑраканни, тепри — Кирияк Стефчов. Аяларах — Остин, Бат, Актеон. Кунта пӗр япала пулмалла… — Ура ҫинче тӑраймасть хӑй, ҫапах ҫын тунине тӑвасшӑн тата. Хӗрес патне вӑл хулари ятлӑ ҫынсемпе пӗрле пычӗ, ку вара пушшех те вӗсен кӑмӑлне каймарӗ, кайран, кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтсен, Дрёмоври чи паллӑ ҫынсем ют ҫын пирки хӑйсен шухӑшӗсене пӗр-пӗрне пӗлтерме чиркӳ пусми ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. Артур пусма тӑрӑх хӑпарчӗ. Ҫапла, итлетӗп! — Ну, Джим, санӑн хӑҫан та пулин пурпӗрех пуймалла пулсан, ку пысӑк ҫухатӑвах мар. Бал Пирӗн шкулта столярнӑй мастерской пурччӗ, эпӗ унта каҫ-каҫ кайса ӗҫлеттӗм. Гостиный дворӑн пӗр вӑййи мана ӑраснах тарӑхмалла та йӗрӗнмелле пек туйӑнатчӗ. — Апла-тӑк, мӗн куҫҫуль тӑкатӑн, ухмах? Вӑт эпӗ аннене те курас, ҫи-пуҫа та улӑштарас терӗм… «Эпир ҫуккине тахҫанах астумалла пулнӑ, халӗ ӗнтӗ, тен, пире шыраҫҫӗ те пулӗ», — тесе каланӑ Том. — Эпӗ-и? Ҫак ҫинҫешке, илемлӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ хӗре курни Алексей чунне темшӗн лӑпкӑ кичемлӗхпе тултарчӗ. Яков Маякин кил-йышӗнче хӑйсӗр пуҫне, — арӑмӗ, хӗрӗ тата хурӑнташ хӗрарӑмӗсем пиллӗкӗн пурӑннӑ. Ҫав хурӑнташсенчен чи кӗҫӗнни те — вӑтӑр тӑваттӑра шутланнӑ. Анран яракан хӑвӑрт чечёткӑна вӑл каҫ Корчагин ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш хут, хӑй пурӑнӑҫӗнче юлашки хут ташларӗ. Халӗ ӗнтӗ Давыдов хуҫа мӗн каланине ӑнланса илчӗ, васкасах тумланма тытӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн ушкӑнӗнчи тӗп мастерскойӗнчен килнӗ рабочисемпе пӗрле хӑйӗн участкине ҫирӗм пиллӗкмӗшӗнче пӗтерме шут тытнӑ, теҫҫӗ ачасем. — Ҫаплах ӗнтӗ, — тарӑннӑн сывласа ярса каланӑ Фома, лешӗн ҫинчен куҫне ямасӑр, — ӑнлантарма тивет… Юрать, ҫавӑн валли ҫуллӑ пӑлан тирӗ тытас вырӑнне ӑпӑр-тапӑрпа усӑ курсан мӗн пулассине халӗ пӗлтӗр ӗнтӗ. Пӗр сехет хушши Эленпа Мэри Грант Элен каютине илсе килнӗ боцманпа калаҫрӗҫ, анчах вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине никам та пӗлеймерӗ. — Эпӗ Жавенене юланутпа ҫын ярса ыран ир валли хатӗрлеме хушӑп. Ответне, хӑвӑрах куратӑр ӗнтӗ, нумай вӑхӑт кӗтмелле пулман. Темиҫе минут иртсен, пичче ман пата пынӑ та, ман пуҫӑма аллисемпе ҫӗклесе тӑратса, пӗтӗм кӑмӑлтанах хӗрхеннӗ сассипе шӑппӑн ҫеҫ ҫапла каларӗ:— Мӗскӗн, ҫамрӑк ҫын! — терӗ. Кӗреҫе чакӑртатать, анчах малалла кӗмест. Кирек кама та, мӗнпур святойсене те тата турӑ амӑшӗсене те заказпа ҫыратпӑр? Вӑл мӗн виличченех манпа кунсерен курнӑҫатчӗ, эпӗ каланине хисеп тӑватчӗ, анчах ҫапах та пирӗн хушӑра ни пурӑнӑҫ йӗркисем тӗлӗшпе, ни пуҫри шухӑш тӗлӗшпе, ни йӑласем тӗлӗшпе нимӗнле пӗрлӗх те пулман. Вставай, подьшайся, рабочий народ!.. Паллах, унӑн ашшӗ вӗсемпе ӗҫре те, ӗҫкӗ-ҫикӗре те пӗрле пулнӑ пулӗччӗ, вӑл та укҫана турпас пекех ҫунтарнӑ пулӗччӗ. Вӑл хальччен нихҫан та ҫакнашкал хумханса, тарӑхса калаҫманччӗ-ха. Ку та, леш те, Уэлдон миссис, самаях хӑрушӑ, туземецсенчен сыхланас пулать. Мӗнле-ха капла? Чипер ҫемьере ӳснӗ ача, хӑйӗн чысне те упраканскер пек, — тӑванӗсем те уншӑн ят ярасшӑн пулмӗҫ-ха, — калатӑп-ҫке, ҫак ӑслӑ-пуҫлӑ ача, хутла вӗреннӗскер, — пӗр-пӗр тӑмпуҫ мар — кӑмӑлӗпе те ырӑ вӑл, кама та пулин тарӑхнипе мар-ҫке тытӑнать вӑл ҫак ӗҫе; пӑх-халӗ, мӑнаҫлӑхӗ те таҫта кайса кӗнӗ, ячӗ-шывӗ пирки те шухӑшласа тӑмасть, ҫак ӗҫе хутшӑнса, хӑйне те, тӑванӗсене те пӗтӗм Америка умӗнче намӑса ярать! Стручков ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах унӑн пырӗнчен сасартӑк темле тӗлӗнмелле, ӗсӗкленӗ пек сасӑ тухрӗ, ҫав вӑхӑтрах хулпуҫҫийӗсем ҫӳлелле ҫӗкленсе илчӗҫ. — Анчах та Марья Васильевнӑпа Нина Капитоновна каланине санӑн итлесех пулать. Чӑш-чӑш-чӑш! Ҫапӑҫури каҫ. Иккӗмӗш котелок ҫиет, пӗр канмасӑр! Эпӗ пӳлӗме каялла таврӑннӑ ҫӗре пӗчекҫӗ кирпӗчсене тата тӑвар пирамидисене чӳрече янаххи ҫине купаласа хунӑ, Николай яри уҫӑ чӳречерен хӑйӑра тата тӗлӗрекен шӑнасене ҫунатпа шӑла-шӑла тӑкать. Вӑл тӑрса тумланчӗ те аялти хута анчӗ. Пуринчен ытла литературӑпа чӗлхе тӗлӗшӗнчен. Эпӗ тырӑ выракан машина айне кӗрсе ӳкрӗм… Типпе тухнӑ хыҫҫӑн пирвайхи эрнере вырсарникун карчӑкӗ икерчӗ пӗҫерчӗ, икерчисем унӑп пӗрмай аялтан ҫуна-ҫуна каятчӗҫ; вут умӗнче хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайса вӑл:— Э-э, ҫӑва патне кайманскер… — тесе ҫиленсе кӑшкӑра-кӑшкӑра илетчӗ. — Ниме те пӗлтермест, ывӑлӑм, ниме те пӗлтермест. Пин ура шуса каҫса кайни те ҫитет, — ҫавӑ та ҫынна вӗлерет. — Ай туршӑн та! Гинеясем пуринчен сахал, манӑн анне гинеясене ҫеҫ шутлама пӗлет. Ромашов, хӑшпӗр офицерпа сывлӑх сунса саламлашнӑ майӑн, сасартӑк, хӑйне хӑй тӗлӗнтерсе, вӗсем хушшинче Николаева асӑрхарӗ. — Тӑвансем, эпир калаҫни нимӗскере те татса параймасть, — терӗ ватӑ майор, — шухӑшӑрсене тӗрӗс тесе калакан хӑрушӑ япаласене сирӗнтен никам та курман вӗт? — терӗ вӑл. — Мӗншӗн? Тепӗр сехет ҫурӑран Розелли кондитерскине ҫитсе кӗрсен, Санина тӑван ҫынна кӗтсе илнӗ пек йышӑнчӗҫ. — Эсӗ маншӑн малта, — терӗ Инсаров: — маншӑн ҫутӑ. Пӑртак вӑхӑт иртсен виҫӗ мачтӑллӑ шхуна тинӗсе тухса, мӗнпур парусӗсене карӑнтарса тинӗс пырне кӗчӗ. Вӑл йывӑррӑн сывласа ура ҫине тӑчӗ. Ҫакнашкал пӗртанлӑх ӑна хӑйне те кӑшт вӑтантарнӑ пек туйӑнать мана. Ҫапла, Ермолайпа иксӗмӗр эпир тягӑна кайрӑмӑр; анчах та каҫарӑр, господасем: манӑн сире малтан Ермолайпа паллаштармалла пулать. Унтан мӗн ыйтнине ӑнланма пуҫларӗ вӑл. — Н-ну-с? — ыйтрӗ те тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик, хӑйӗн ыйтӑвӗпе Яков мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех ҫирӗплетсе хучӗ. Эх, пит тутлӑ ҫиетӗр эсир!.. Хура пӗлӗт, хӗвеланӑҫнелле тӑсӑлса, хӑйӗн таткаланса пӗтнӗ хӗрринчен ҫӑлтӑрлӑ таса тӳпене уҫса кӑтартрӗ, уйӑхӑн пуҫхӗрлӗ ҫавӑрса лартнӑ ылтӑн мӑйраки тусем ҫийӗнче йӑмӑх хӗрлӗн ҫуталса илчӗ. — Ҫул ҫинче мӗнпур ӗҫсем ҫинчен калаҫса татӑлма-и? Эккей, кӗленче ҫинче утнӑ пек ҫӳрет, тахӑшӗн чунне ҫинӗ пек пӑхать! Пирӗн театр ытти педагогсен кӑмӑлне кайрӗ-ши, пӗлейместӗп. Унтах вӑл, хуллен пуҫне ҫавӑрса, парӑш ҫинчи пусмасем еннелле пӑхса илнӗ те уҫӑ сасӑпа:— Ачасе-емӗр, ха-арпӑр хӑй вырӑнне! — тесе кӑшкӑрса янӑ. Унта, тем тесен те, мӗнле те пулин лакей, савӑт-сапапа трактиртан хӑй улпучӗ валли апат илсе каяканскер, пӑхса тӑрать, унӑн улпучӗ сивӗннӗ яшка ҫиесси паллах ӗнтӗ. Мӗнле-ха вӗсем ҫӗнӗ ҫынна — ҫитменнине «Правда» хаҫатран килнӗ ҫынна, ҫакӑн пек тӗлӗнмелле япала ҫинчен каласа памасӑр ирттерсе янӑ? — Часах-ҫке эсир! Танкӗсемпе тупписенчен ҫуррине шурлӑхсенче путарса лартӗҫ, мӗнпур ҫулсем ҫине, кӗперсем патне пырса чышӑнса тулӗҫ. — Мур илесшӗ! — кӑшкӑрса ячӗ тепӗр хут Бенедикт пичче. — Э-э! «Аптрамалла сирӗнпе, Иван Иванович. Эсир ӗнтӗ вӗреннӗ те ӑслӑ ҫын-ха,(хӑвӑр ҫапах усал пек калаҫатӑр. Тата, тата… — Эпӗ ун пирки шухӑшламан та. — Мӗн эсӗ питӗ салхуллӑн ҫӳретӗн? — ыйтрӗ вӑл унтан; — Сыв пул, Баулин. Вӑл Исакиевски кӗпер патне кайма шутларӗ: тен, мӗнле те пулсан ӑна Невана ывӑтма пулать?.. Вӑл тӗрмерен тухса тарма хӑтланас ҫук вӗт? Одинцова Аркадий енне ҫавӑрӑнчӗ. Тепӗр «теттене» вӑл Гро-Алена таткаласа пӗтерме пачӗ. — Пӗр кун ҫеҫ… Ну, мӗн тӑвас тетен, саламатне ӑна казак-дезертирсене те, ытти хӑшпӗрисене те, большевизмшӑн аванах туянтаркаланӑ ӗнтӗ… Хӗрарӑмсем иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен ҫӗнӗ хыпар илтессе кӗтрӗҫ, анчах сӑмах пуҫламӗшӗнченех вӗсен шанчӑкӗ ҫухалчӗ. Кай кунтан, тухса кай! Анчах сире, питех кирлӗ пулсан, эпӗ ман имени пирки эсир мӗн каласса кӗтме хатӗр — икӗ куна кунта юлатӑп. Ҫук, тӗрӗс, лайӑх турӑн эс. Ҫынсем мӑшлатаҫҫӗ, ҫурма сасӑпа калаҫкаласа илеҫҫӗ. — Хӗрли ҫапса ӳкерет. Акӑ тутӑр, — питне ҫыхӑр!.. — терӗ Софья хӑвӑрт, унтан йӗкӗт аллине амӑшне тыттарчӗ те:— Часрах, арестлеҫҫӗ!.. — тесе аяккалла чупса кайрӗ. Пайтахчен ӗненмесӗр тӑтӑм эпӗ: тупата ҫав! Мӗн курӑнать иккен: ҫав лампадӑсем, вӗсен шухӑшӗпе пӗр вӗсен кӗрешӗвӗсемпе уявӗсене ҫеҫ ҫутатса тӑма чӗртнӗскерсем, ӗлӗкхи пекех ялкӑшса ҫунаҫҫӗ, вӗсен кӑмӑлӗсемпе шанчӑкӗсем вара, пӗр-пӗр шухӑшсӑр ҫулҫӳревҫӗ вӑрман хӗрринче хунӑ вут пек тахҫанах хӑйсемпе пӗрле сӳнсе ларнӑ ӗнтӗ! Вӑл сӑмаха урӑх еннелле пӑрса ячӗ. Унӑн амӑшӗ вилни икӗ ҫул ӗнтӗ, вӑл ун чухне тӑнран тухас пек йӗрсе килӗнчен ҫав тери аякка кайса ҫухалнӑ, аран-аран кӑна шыраса тупрӗҫ ӑна. Майкин, ҫакна илтсен, тӑпах чарӑннӑ, унтан ерипен пуҫне ҫӗкленӗ. Полицейскисем салхуллӑн, хӑвӑрт, нимӗн те курасшӑн мар пулса, хӑйсене ӑсатса кӑшкӑрнисене илтмӗше хывса утса кайрӗҫ. — Тен, хӑвӑр ытлашши тиркетӗр пуль, — терӗ вӑл пӗтӗм кӳлепипе малалла туртӑнса, кресло ҫӳҫипе выляса. — Чӑнах та ӗнтӗ, калаҫасса йывӑр калаҫатӑн, анчах санра чӗрен пысӑк чӑрсӑрлӑхӗ сисӗнет. — Пирӗн ҫӗнӗ тӗнӗл тупма май килмӗ-ши? — терӗм эпӗ юлашкинчен. Ӑна: ку паллӑ герой, Николай теҫҫӗ. — Калӑр-ха мана: мӗнле экспериментсем валли пурӑнать ҫав ача? — ыйтрӗ вӑл Воропаевран. — Хамӑра хӑтарнӑ йӑнӑша эпӗ сӑлтавсемсӗр туман вӗт, тӗрӗсрех каласан, эпӗ ӑна пӗр сӑлтавсӑрах туман. Чиркӳ чанӗсем виле пытарнӑ пек тӑнтан тутараҫҫӗ, ҫав салхуллӑ чан сасси яланах хӑлхара тӑрать. Монастыре кайсан — унта пахчаҫӑ пулӗ. — Ҫапла. Ҫав вӗҫсӗр-хӗрсӗр вӗлтлетсе иртекен япаласем хушшинче хаклӑ та сайра тӗл пулаканнисем манӑҫа тӑрса юлаҫҫӗ, ҫав хушӑрах двореца илемлетсе тӑракан нумай япаласен историйӗ Европӑри патшалӑхсем хушшинчи интригӑсен, туслӑхӑн тата юмахла каласа панисен историйӗ пулнӑ. — Сан аллунта тыткӑнра пулнипе мар, хамӑн шухӑш ҫапла пулнипе эпӗ ҫапла калатӑп. Мӗнле ухмахла тӗлӗк! …О, мана кам та пулсан: акӑ санӑн мӗн тумалла, тесе каласанччӗ! Ӑна «Князь Игоре» курма тур килнӗ, Шаляпина итленӗ, Нижинскийпе Карсавина ташшисене тата Фокин половецсем пек ташласа кӑтартнине курнӑ. Ун патнелле пӗр сас-чӳ илтӗнсе килчӗ, ҫавӑ ӑна каялла ҫаврӑнса пӑхтарчӗ. Унтан вӑл кунтан тухса каяс хавалпа ҫунса:— Эпӗ пӗлмен, пӗлнӗ пулсан… — тесе хушса хучӗ. Анчах Кирила Петровичӑн чи лайӑх мыскари вырӑнне ҫакӑ шутланнӑ. Выҫӑхса ҫитнӗ упана пӗр-пӗр пушӑ пӳлӗме, стена ҫумне винтӑланӑ ункӑран, вӗренпе кӑкарса янӑ. Фронт линийӗ, сасӑ илтӗннинчен шутласан, пӗр вунӑ километрта пулмалла. Эпӗ ун патне кайрӑм, анчах ӑна каласа пама кӑна мар, унпа кӑмӑла килнӗ пек калаҫма та май килмерӗ. Сана кунсерен алла мӗн лекнипе кӳпкеҫҫӗ, анчах милици хута кӗрес вырӑнне, чышкине сан ҫинче тӗрӗслет пулсан, — ырӑ сунса тав тӑватӑп! Ҫавӑн пирки эпӗ вырӑн ҫинче те шухӑшласа выртрӑм. — Ҫапла, медицина службин подполковникӗ юлташ, Штраусӑн, — хорпа ответлерӗҫ ӑна. Институтри юлташӗ ӑна унӑн сӑлтавне пӗррехинче ҫапла ӑнлантарса пачӗ: — Илемлӗ хӗрсем йӑлӑнтармӑш пулаҫҫӗ: вӗсем йӑлӑнтармӑш тата ытлашши нумай ыйтаҫҫӗ, унсӑр пуҫне, — кулса ячӗ вӑл, — илемлӗ хӗрсем пурте мӗнле те пулин каччӑ ҫумӗнче хисепленсе тӑраҫҫӗ. Пӗтерес пулать ӑна! — Калаҫса ан тӑр! Кулӑ пӗр самант та шӑпланмарӗ. Староста лапраллӑ шыв куллинчи кӑвакалсене шуйлантарса ячӗ. Ирпе тӑхӑр сехетре тиеме пикенчӗҫ. Эпӗ ниҫта кайса кӗме пӗлместӗп: манӑн ҫумра тӗлӗрсе ларса пыракан Володьӑн тусанланса хуралнӑ пичӗ те, Филипӑн ҫурӑмӗ лӑканса пыни те, кӳмен пирӗн хыҫран чалӑшшӑн чупса пыракан вӑрӑм мӗлки те, нимӗн те мана йӑпатмасть. — Тӳсеймерӗн пулать, шӑн купӑста туни? — терӗ вӑл. Павка Артемӑн пысӑк аллине икӗ аллипе хытӑ чӑмӑртарӗ. Ҫыр… Халӗ ӗнтӗ эсӗ колхозниксем умӗнче куҫна епле мӑчлаттаркаласа тӑрӑн-ши, Нагульнов? — Пӗлсем апла-тӑк, ҫунатӑмҫӑм, эсӗ ман пирки усалпа е ҫилӗпе нихӑҫан асӑнмӑн, — ман куҫсенче пуласлӑха вуланӑ евӗр, питӗ ӗненӳллӗн каларӗ вӑл. — Пӗтӗмпех каласа паратӑп. Тен, ҫакӑн пек сыватни вӑл ырӑ япала та мар пулӗ, анчах та, ман шутпа, ҫакӑ вӑл, этем тени пурнӑҫ шанчӑкне ҫухатиччен кирлӗ япала пек туйӑнать. Питӗрӗнсе ларса та ҫил уласа ашкӑннине итлесе, эпӗ калама ҫук хытӑ тунсӑхласа ҫитрӗм. Хӑнана килчӗҫ-и? Алӑкран хыттӑн тӳнклеттерни Лося тӑма хистет, анчах ӑнӗ ише-ише ҫухалать, алли-ури пӑхӑнмасть. Хум ҫине турпас пӑрахӑр-ха, вӑл отлив пуҫланиччен ҫавӑнтан кайманнине вара хӑвӑрах куратӑр. Бюро йышӑннӑ решенине сана хамӑр ретрен кӑларса пӑрахрӑмӑр. — Ҫук, пӗлместӗп. Унсӑр пуҫне ман унта пӗлӗшсем нумай, вӗсем хушшинче пуласси мана хӗпӗртеттерет. Крым тутарӗ, Керчри кимӗҫӗ». — Аван-ха, мур илесшӗ, — терӗ савӑнӑҫлӑн Гаррис, — тыткӑнри ҫынсене сутма уйрӑмах ҫак ҫыран хӗрринче кунран кунах йывӑрланса пырать пулин те, ӗҫсем пит Португали влаҫӗ — пӗр енчен, акӑлчансен крейсерӗсем тепӗр енчен, пур майсемпе те чурасене турттарса каяссине пӳлеҫҫӗ. Мӗншӗн-ха унӑн ҫав хӑрушлӑх пекки умӗнче парӑнмалла, ҫав мексиканец тумӗ тумланнӑ ҫын унтан пытанмасть пулсассӑн? — Малалла, господин Паганель. — Демобилизациленнӗ тусӑм, кун йӗрки мӗне пӗлтерни ҫинчен хӑҫан та пулин илтнӗ-и эсӗ? — Мӑн пулчӗ сана, Лена? — ыйтрӗ вӑл шӑппӑн, инкек пулса иртни ҫинчен пӗр иккӗленсе тӑмасӑр тата ҫав вӑхӑтра Танечка ӑҫта пулма пултарасси ҫинчен хӑвӑрт шухӑшласа илсе. — Ҫапла, Зойӑнне. «А, эсир пире суту-илӳҫӗсем кӑна тӑвасшӑн. Татсамӑр кивҫене… «Ан кулян, Хлиб! Хам умра ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирлӗ, вӑрӑм та сапаланчӑк сухаллӑ, йӗп-йӗпе ҫи-пуҫлӑ мужик мӗскӗнӗн тӑнине куртӑм. — Аван тӑватӑр, сэр. — Уйрӑмах кашӑкра ют ҫын пӑтти пулсан… Паян тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. — Мана кунта ҫывӑрма юрать-и? — тесе ыйтнӑ вӑл пӗрре. Мана шыраҫҫӗ те пуль ӗнтӗ. — Эсир-и ку, Victor? — илтӗнчӗ юнашар пӳлӗмрен. Иван Боримечка ту пек: пӗвӗ ҫӳллӗ те сарлака, вӑйӗ паттӑрӑнни пек, пит-куҫӗ шатраллӑ та кӑмӑллӑ. Тарас — ҫапла, Тарас — капла! — теттӗн. — Манӑн майӗ пулмарӗ-ха. Вара Гришутка пӑлханса калама пуҫларӗ: — Сахаров юлташ, эпир ытла мӗнех турӑмӑр вара? Темӗнле тӗтре витӗр эпӗ унӑн питне, вӑл ман ҫине йӗрӗнсе пӑхнине асӑрхарӑм, мӗн пулнине аса илтӗм. Корчагинпа Леденевӑн пурӑнӑҫӗнче пӗрлехи пӗр паллӑ вӑхӑт пур: Корчагин шӑпах Леденев партие кӗнӗ ҫул ҫуралнӑ. Сапёрсем пушар сӳнтернӗ, ишӗлнӗ ҫуртсем айӗнчен ҫын виллисене, аманнисене йӑтса тухнӑ. Иккӗмӗш звонок! Ҫав калавсене вӑл камран та пулсан урӑх ҫынран илтнӗ-ши е тахҫан-авал хӑй шутласа кӑларса кайран, тӑнпуҫӗ хавшаклансан, чӑм пуяннисене пулманнисемпе хутӑштарса пӗрне тепринчен уйӑрайми пулнӑ-ши? Виноград пухма тытӑннӑ ӗнтӗ. — Евгений Васильевич, мӗншӗн чӗнместӗр? Кунта инҫе мар, Синьори площадӗнче. Паллах ӗнтӗ, вӑл ҫак пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн ларса тухнӑ шурӑ ҫуртсенчен пӗринче пурӑнать. Эсир иксӗр те: «Вӑл манӑн», — тетӗр. Вӑл Ильяпа Ульянӑран мухтанчӑклӑн ыйтрӗ: — Мӗнле, лайӑх вӗрентнӗ-и ывӑлна? — Шырамаллах вӗсене, мӗншӗн тесен, лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, вӗсене ӑҫта шырамаллине, ҫав район ӑҫтине ҫур градус таранах палӑртса пӗлме пулать. — Серёженька, ывӑлӑм! — старик ун патнелле хӑйӗн четрекен аллисене тӑсса ячӗ. Мамзель Мимие ҫынсем кайран та усал сунса асӑнман. Вӑл лайӑх хӗр пулнӑ. Вӑл сире хӑвӑра та паллӑ. Эсир ҫамрӑк-ха, сирӗн умра пӗтӗм пурӑнӑҫ. — Сирӗн благороди, — ӳссе тӑчӗ сасартӑк ун умне хыпарҫӑ-салтак, — вӗсен высокоблагородийӗ сире кӗмешкӗн ыйтаҫҫӗ. — Ҫак килекеннисене ыран тытмалла, Тимкипе унӑн ушкӑнне вӗтмелле лайӑх кӑна, — кӗскен те салхуллӑн каласа хучӗ ультиматумшӑн кӳреннӗ Фигура. Сивцев-Вражкӑра Халиччен вӑл Петька пурӑнакан Мускавӑн пӗр-пӗр Йытӑ площадки пек кукӑр урамӗ кӑначчӗ-ха. — Чӑнах-и? — Эпӗ… ҫапла… эпӗ мӗн тесе шутланӑччӗ… Сасартӑк унӑн пичӗ тӗксӗмленчӗ, манӑн алла чӑмӑртарӗ те, мана юнаса пӳрнине ҫӗклерӗ. — Мӗншӗн вара? — интересленсе ыйтрӗ Давыдов, пирус тивертсе. Динго пек йытӑ сан пек ҫынна ҫӗнтерме пултаратех. — Йӑва ҫав, тусӑм. Эпир шывра пулӑ пек пурӑнаймастпӑр, пирӗн кайӑк пурӑнӑҫӗпе пурӑнасси кӑна юлать. — Асӑрханмасӑр пакӑлтатать, — терӗ Кузьмичов. Малтан ҫын кӑшкӑрать, авкаланать, анчах пуҫне касса пӑрахсан вӑл кӑшкӑрма та, ҫиме те, ӗҫме те пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн, тусӑм, тек пуҫӗ пулмасть.» — Пӗчченех саласем, ялсем тӑрӑх каятӑп. Ольга упӑшкипе хӑйне унран аслӑрах тата ӑслӑрах ҫын вырӑнне хурса калаҫнӑ. Ерофей мана хирӗҫ часах чӗнмерӗ: вӑл чӑнах та ӗнтӗ тӗплӗн шухӑшлакан, васкаман ҫын; анчах та эпӗ ҫав самантрах манӑн ыйту ӑна хаваслантарса лӑплантарнине туйса илтӗм. — Ну-ка, каяр! — терӗ Челкаш, ура ҫине тӑрса. Жоржетта! Батальонӑн ҫурри, вулакан астӑвать пулас, Эрб-ан-Пайль патӗнче вилсе выртнӑ, анчах Радуб, телее пула, ӑнсӑртран чӗрӗ юлнӑ. Январь уйӑхӗ юрпа хупласа лартнӑ ҫӗршыва урса кайса туллать, уйӑхӑн ҫурринчен пуҫласа ҫил-тӑмансем улама тытӑнаҫҫӗ. — Хыпар пур: арман ҫӗмӗрӗлнӗ теҫҫӗ. «Унӑн арӑмӗ мӗнле вилӗмпе вилнинче» пирӗн ӗҫ те ҫук иккен. Ӑҫта илтнӗ эсӗ патшалӑх умӗнче айӑпа кӗнӗ ҫын мӑйӑр йывӑҫӗн хуппинчен тунӑ пусма тӑрӑх тухса тарнине? Иди на врага, люд голодный!.. Ҫитес вунӑ пин ҫул хушшинче пурнӑҫа кӗртмешкӗн урӑхларах пысӑк тӗллев пур-ши? Юхса тӑракан сывлӑшпа ҫеҫ сывлӑр. Ҫак сӑмахсене каларӗ те вӑл хӑйӗн Васильевски утраври тӗксӗм пӳлӗмӗнче ҫынсемпе хутшӑнмасӑр, чухӑн пурӑнса тунӑ унчченхи картинӑсем патне ҫывхарчӗ. Акӑ, пӑхӑр ман ҫине… Тухтӑр ун сӑмахне кӗтсе аллисене хӗреслетсе тытрӗ. Пулмарӗ ӗнтӗ вӑл. Вӑл ҫын шутсӑрах сыхланса, анчах хыпаланса каять. Ҫавӑнпа матроссен пертсем — рейсем ҫумне ирӗклӗ ҫакнӑ канатсем — тӑрӑх чупма, пӗр алӑпа тытӑнса тӑрса, хӑрах алӑпа ӗҫлеме пӗлес пулать, — ҫакӑ хӑнӑхман ҫыншӑн питӗ хӑрушӑ. — Ыйӑх килмест-им? — хирӗҫ чӗнчӗ лешӗ. Никам та нимӗнле тревога пуррине туймасть. Уйрӑм ҫар пайӗсем дисциплинӑна астуса тӑччӑр тесе, кирек мӗн пуласран сыхӑ пулма, ахаль пуҫтарчӗҫ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ пурте. — Манӑн? Ергушов ахӑлтатса кула пуҫларӗ те хӑй патне ҫывӑхарах ларакан хӗре ярса тытса ыталарӗ. Председатель пӗтӗмӗшпе илсе каланӑ: — Апла, «Ӗнесене вилӗм» тесе каланине йышӑнатӑр, эппин? — Господин полицейски «Ӗнесене вилӗм» терӗ те, эпӗ те «Ӗнесене вилӗм» терӗм. Вара эпӗ те «Ӗнесене вилӗм» терӗм. Крэнкбиль ӑнлантарса пама тӑрӑшнӑ. Вӑл хӑйне кӗтмен ҫӗртен айӑпланине пула тӗлӗнсе кайни ҫинчен, ҫав вӑхӑтра полицейски каланӑ тӗлӗнмелле сӑмахсене персе яни ҫинчен каласшӑн пулнӑ. Эсӗ — ӑҫталла? Хуласем ҫунаҫҫӗ — вӑл та пысӑк ӗҫех мар, — хуласенче пуянсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсене хӗрхенмелле мар! Д. П. Митчель». Гленарван вуласа пӗтерсен, Мак-Набс географ ҫине пӑхса ҫапла каларӗ: — Акӑ, куратӑр ӗнтӗ, Паганель, каторжниксем Австралинче те пур иккен. Пурте — аэродром та, палланӑ сӑнсем те, каҫпалахи ылтӑн тӗслӗ пӗлӗтсем те — сасартӑк сулкаланма, вӑраххӑн тепӗр майлӑ ҫаврӑнма, сарӑлса кайма тытӑнчӗҫ. — Ҫапах та мана больницӑна ӑсататӑр пулать? — ыйтрӗ Егор. Подъезд умӗнче автомобиль ларать. Юр ҫаплах ҫӑвать. Вӑл туй тӑвассине кӗркуннеччен, упӑшки вилни ҫулталӑк тултариччен, кӗтес тесе, Артамонова ытла ӳкӗтлемерӗ, анчах та хӑтине ҫирӗппӗн ҫапла каларӗ: — Эсӗ, ырӑ ҫыннӑм, Илья Васильевич, ку ӗҫе ан хутшӑн, ӑна пӗтӗмпех мана хамӑрӑнни пек ырӑ та йӗркеллӗ, авалхи пек тума ирӗк пар. Акӑ гавань хӳми хыҫӗнчен шӑпӑлтатни, кӑштӑртатнӑ тата лӑшӑлтатнӑ пекки илтӗнчӗ. Чи малтан Боримечка ҫӗкленчӗ. — Тӑрӑр ӗнтӗ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Атьӑр хӑпарар, кунта шӑнса вилме пулать! Акӑ мӗн тенӗ унта: «Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джека китандӑна йӑтса кайрӗҫ. Хуллен-хулленех Бемки парӑнчӗ, аллине усса ячӗ, нумайччен кӗрешнипе хӗрелсе кайнӑ питне Том патнелле ҫавӑрчӗ. — Ун пеккисем те пур-им вара? Лантенак хӑйне сайра тӗл пулакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек кӑтартрӗ. Пурин пуҫӗсем те ҫара пулнӑ, вӑл анчах хӑйӗн картусне хывма маннӑ, вара подрядчик, кӗлтуса пӗтерсен, ӑна витӗмлӗ канаш панӑ: — Сирӗн те — кӗлтусан пӑсмӗччӗ, господасем… — тенӗ. — Эпӗ сире чарса тӑмастӑп… — Икӗ пин мильӑна яхӑн. — Миша нумай пурӑнма каласа хӑварчӗ, — терӗ Кирила Петрович, — хисеплӗ вилӗмпе, тӑшман аллинчен вилчӗ. Фаэтон кӑпӑш тусанлӑ ҫулпа пӗр тикӗссӗн тайкаланса пырать, ҫулӑн ик айккипе сӗткенлӗ ыраш калчи, хӑшпӗр тӗлте кӗпҫелене пуҫланӑ пулин те, ем-ешӗл курӑнать. Сывлӑш калама ҫук тӳлек те уҫӑ; йывӑҫсем те, ҫулҫӑсем те, ыраш калчи те пачах хускалмаҫҫӗ тата тӗлӗнмелле таса та йӑмӑх тӗслӗ. Тепӗр вахта — мушкетсене авӑрлать. Чӳрече хашакӗ айӗнчи шӑтӑкран уҫӑ сывлӑш, ҫырма шӑрши сӳлесе кӗрет. — Ҫавӑ-ҫке. Эпир — сиртен телейсӗртерех, мӗншӗн тесен, ӳтпе те чунпа та имшертерех, анчах эпир сиртен вӑйлӑрах, мӗншӗн тесен, пӗлӳпе авӑрланнӑ… пирӗн ҫак пӗлӗве ниҫта хума ҫук… — Разметнов сиксе тӑчӗ, Макара хулпуҫҫисенчен тытса хаяррӑн лӑскарӗ, лешӗ халсӑррӑн, сӳрӗккӗн хускалкаласа ун аллине хӑй хулпуҫҫийӗ ҫинчен сирсе ячӗ, курпунне тата ытларах кукӑртса хучӗ… Шуҫӑм ҫути килсен ӑна Кондрат Майданников пырса вӑратрӗ. Йывӑҫ ҫумне офицер кӳлепине ҫыхса тӑратнӑ. Эпӗ типӗ ҫӗре сиксе тухрӑм, пиччепе исландец ман хыҫран сулӑ ҫинчен анчӗҫ. Князь ку шухӑша ырланӑ, ҫавӑнтах ҫураҫнӑ хӗрӗ патне кайнӑ та, ҫыру хӑйне пысӑк хуйха яни ҫинчен, ҫавӑнпа пӗрлех пурӑна-киле хӑй унӑн кӑмӑлне тивеҫлӗ пулассине шанни ҫинчен каланӑ. Сансӑр юласси маншӑн ӗнтӗ ҫав тери йывӑр, ун пек пулни маншӑн вилӗмпе пӗрех, тенӗ». Лейкӑ-и? Малта — ялав пымалла! Пуйӑс, хӑвӑртран та хӑвӑрт хускалса, рельса сыпӑкӗсенче кӗмсӗртетрӗ, ҫавӑнпа калаҫнине итлесе пыма мана кансӗр пулчӗ, итлеме вара интереслӗччӗ. Микитен нимӗн ӗҫ те пулман. Килте ҫывӑрайманшӑн вӑл кирек ӑҫта та ҫул ҫинче ҫывӑрса пынӑ. Ҫапла халь те вӑл тӗлӗрсе кайнӑ. — Юрамасть-ҫке, лайӑх мар… — Тапак туртса яр-ха луччӗ! — терӗ Костя та. — Тапакӗ сан! Ох, ҫав тери хаяр! — Пӗлетӗп, хам пек! Марийка чӳрече патне кайса тӑчӗ. Пирӗн палатӑра пӗр вилӗм иртсе кайрӗ. Ҫак куркана ман умран йӑтса илсе кай тет. — Епле-ха, илтсеттӗм. Марсианӑн кӑвакрах, ӑшӑ пичӗ хускалмасть, сӗвек ҫамки ҫинче ҫеҫ, куҫ харшисен хушшинче, ытлашши тимлӗ пулнӑран хӗрлӗрех пӑнчӑ хӑпарма пуҫларӗ. Вӑл шывран аран-аран ҫыран хӗрне тухнӑ та хӑйӑр ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Вӑрманӗнче лавсем туллиех, ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта кӑкарнӑ лашасем сӗлӗ ҫисе тӑраҫҫӗ, хӳрисемпе ҫапкаласа шӑнасене хӑвалаҫҫӗ. Автор ҫак ҫӗршыв столицине пырать. Пӗрре эпӗ ӑна каларӑм: — эпӗ пӗлетӗп, урӑх кӗнекесем, тӗпсакайӗнчисем, вулама юраманнисем пур; вӗсене ҫӗрле ҫеҫ, подвалсенче вулама юрать, — терӗм. Анчах ҫав хӑрушлӑх ҫӗр хут ытларах пысӑк пулсан та, ҫулҫӳревҫӗсен пурпӗрех ун ҫине пӑхса тӑмалла мар, вӗсен епле пулсан та ҫыран ҫине тухасах пулать. Эпӗ хулленрех кайрӑм. — П-пӗрремӗш ҫурма рота… т-тӳп-тӳррӗн! — Ҫук, — терӗм эпӗ сасса кӑларса: — мана лаша кирлӗ мар, ыран эпӗ санӑн ҫурту ҫывӑхӗнче ҫӳресе пӑхас, тетӗп, вара, ирӗк парсан, сан патӑнта, утӑ сарайӗнче, ҫӗр каҫма юлас, тетӗп. Вӑкӑрсемпе лашасене ман патӑмран леш, колхозран тухнисем, илсе кайрӗҫ. — Ҫак хӗрарӑмсем, — терӗ Гленарван, Эленпа Мэрине хисеплӗн пуҫ тайса, — ман ҫӗршывра иккӗшӗ те пысӑк вырӑнта тӑраҫҫӗ. Ӗҫлессе нумай ӗҫленӗ пулать те, усси сахал иккен: тулли Уйӑх ахаль куҫпа курӑнакан пӗлӗтри пӗтӗм ҫӑлтӑрсенчен 3000 хут ытларах ҫутӑ парать. Тепӗр темиҫе самантран Анна Михайловна тухрӗ, Эвелина, хӑйӗн яланхи ал ӗҫне тытӑнса, пӳлӗмрех юлчӗ. Халӗ заочно вӗренесси ҫинчен шутлатпӑр та, анчах пӗр пус укҫа та ҫук. Ахальтен мар ӗнтӗ Бретанӗн ҫак пайӗ — ҫулҫӑллӑ вӑрманӗ — пӗтӗмпех типӗ варсемпе касӑлса, пуҫ чикме ҫук вӑрманпа витӗннӗскер, тарса пурӑнакансене ҫав тери пысӑк пулӑшу паракан вӑрман пулнӑ. Мӗн парӑн эс ҫынсене? — темӗнле, усаллӑн хавхаланса, ҫурма сасӑпа каланӑ хӗр. Сирӗн халӗ — хушӑн та, уншӑн та манран хӑрамалла мар. Тупӑ унран, таната пуррине, сиснӗ пекех, тарать те тарать. Ҫӑмартапа пулӑ ҫисе лайӑх апатланнӑ хыҫҫӑн Том ҫапла каларӗ: «Манӑн ӗнтӗ табак туртма вӗренес килет», — терӗ. Ҫаксене пӑхмасӑрах, тапхӑр-тапхӑр вӑл хӑйӗн ӑшӗнче темӗнле тӗпсӗр, пӑшӑрхантаруллӑ пушлӑх пуррине туя-туя кайнӑ, ку пушлӑха кулленех килекен курӑм-туйӑмсем те, ӗлӗкхисем ҫинчен асӑннисем те тултарма пултарайман: биржа та, ӗҫсем те, Медынская ҫинчен шухӑшлани те — пӗтӗмӗшпех сак пушлӑха путса ҫухалнӑ… — Ларӑпӑр-ҫке… — Япӑхрах пурӑнатӑр эсир кунта. — Пурне те тума пултаракан таса ырӑ турӑ… — терӗ те вӑл вӑйлӑ сасӑпа, урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр чарӑнса тӑчӗ. — Манӑн пурӑнӑҫӑм ҫынҫиенсен хырӑмӗнче пӗтмелле пулсан, паллах ӗнтӗ, мана малтан пӗҫерсен хамшӑн авантарах пулать. Ҫу сӑхнӑ картонтан тунӑ абажурсем пергаментран тунӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ун пек пулсан санпа, коммунистпа, сӑмахран, ӗлӗкхи ҫын, пӗр-пӗр чиновник хушшинче мӗнле уйрӑмлӑх пулнӑ пулӗччӗ-ши? Шӑпчӑк пӗр хушӑ хӑйӗн сассине ӗнеркелесе илнӗ хыҫҫӑн, чӗмсӗр сада янӑратса, чунтанах чӗвӗлтетсе юрласа ячӗ. Эсӗ вӗсене питлеме тытӑнсан, сана курайми пулӗҫ, пӗтерсе хурӗҫ! Эпӗ вӗреннӗ чи малтанхи сӑмахсем «его величество, мана ирӗке кӑларсамӑрччӗ» тенине пӗлтерекен сӑмахсем пулнӑ. — Пӳртрен тухнӑ чух тата, шӑп эпир тухас тенӗ чух ӗнтӗ, пӗ бомби ӳлесе пычӗ те хайхи, хо-о-ооп! анчах турӗ, тӑпрапа хупларӗ хучӗ хайхи, пӗр осколки пиччепе иксӗмӗре кӗҫ-вӗҫ пырса лекетчӗ. Икӗ лейтенант тимӗртен тунӑ пысӑк венок сӗтӗрсе пыраҫҫӗ; ӑна вӗсем ҫывӑхри пӗр-пӗр вилтӑпри ҫинчен илнӗ пулас. — Ну, эппин архиерей вилнӗ… — Шыва? Пурин валли те ҫитет. Ӑна пӑхса пулӑшса тӑракан хӗр унпа пӗр каварлӑ пулнӑ; вӗсен иккӗшӗн те хыҫалти крыльцаран сада тухмалла пулнӑ, сад хыҫӗнче хатӗр тӑракан ҫунана тупса ун ҫине лармалла та, Ненарадоворан пилӗк ҫухрӑмри Жадрино ялне кайса, тӳрех чиркӗве пымалла пулнӑ. Унта вӗсене Владимир кӗтсе тӑма сӑмах панӑ. Людмила тӗксӗм куҫӗпе амӑшне питӗнчен пӑхрӗ те:— Ун патне манпа черетлӗн ҫӳреме килӗшетӗр-и? Эпӗ хӑвӑртрах шыв ӑсса илтӗм те, ҫыран хӗрринчен кайрӑм. Пуринчен ытларах ТОЗ-сем. Авалхи ырӑ вӑхӑтсенче ҫынсем мӗнрен тытса таянмаллине пӗлнӗ, халӗ вара… Полковник пуҫне салхуллӑ сулса илчӗ. Вӑл… вӑл суккӑр-им? — сасартӑках персе ячӗ амӑшӗ, темӗнле хӑрушлӑха туйса, вара нихӑшӗ те ӑна лӑплантараймарӗ. — Мӗн лайӑх марри? Ку вӑхӑт ҫынсем тӗлӗнмелле ӗҫсене ӗненекен вӑхӑтчӗ: нумаях пулмасть хулара магнетизм вӑйне кӑтартас енӗпе опытсем туса ирттернӗччӗ. Тӗттӗмлене пуҫларӗ: Марысьӑпа Вавжоншӑн вара ку сӗм вилӗм умӗнхи тӗттӗмлӗх пекех туйӑнчӗ. Питҫӑмартисем чип-чипер хӗрелсе тӑраҫҫӗ. Паллӑ мар… Пулӑсене хисепсӗр нумай тытнипе шывра пулӑ пӗтме пуҫласан, ун ҫине те табу хураҫҫӗ. Ҫулпуҫӗпе жрец ҫамрӑк ҫӗрулмине кӑна юратаҫҫӗ пулсан, вара ҫӗрулмин ҫамрӑк хунавӗсене сыхлас тӗлӗшӗпе те табу хураҫҫӗ. Калаҫма тытӑниччен ученый малтан шухӑшсене йӗркене кӗртнӗ чухне пӗри те пӗр сас памасӑр ларчӗҫ. Олеҫҫӑпа эпӗ, ӑна ӗнентерме тӑрӑшса, унӑн йӑхӗ ҫинче ылхан ҫакӑнса тӑрать тени, вӗсем хӑйсем асамлӑ вӑйсемлӗ тенипе пӗрлех, суя иккенни пирки кулленпе пӗрех тавлашаттӑм. Мӗн чухлӗ укҫа пӗтермерӗ! Том ӑна хытах ҫилленчӗ: чапа тухмалли кун пек лайӑх май тӗрме ҫыннисен никамӑн та пулман-ха терӗ, вӑл пур, ҫакна пачах хаклама пӗлмест, йӑлт харама каять ӗнтӗ, кӑлӑхах асаплантӑмӑр терӗ. Пит ҫыпӑҫусӑр япала вӑл! Ӑҫтан ҫапрӑм-ши эп ӑна, пӗлейместӗп, кабининчен пулма кирлӗ, мӗншӗн тесен нимӗҫ хӑй парашютне уҫма та ӗлкӗреймерӗ. Артамонов пурте кулса ярасса кӗтрӗ, — ун пек пулсан, ку япала ӑнланмалларах пулнӑ пулӗччӗ, анчах сӗтел хушшинчисем пурте ура ҫине тӑчӗҫ те, хӗрарӑм рояль хуппи ҫумӗнчен кахаллӑн уйрӑлса ҫӗкленни ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗҫ; хӗрарӑм халь кӑна ыйхӑран вӑраннӑ пек, ун айӗнче — чул пек хытнӑ каҫӑн пӗр татӑкӗ пулнӑ пек туйӑннӑ; ҫакӑ темӗнле юмаха аса илтернӗ. Кулнӑ чухне вара эпӗ ун ҫине ирӗксӗрех тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑраттӑм. — Эппин, эсӗ тахҫантанпах ҫӑкӑр та, какай та ҫимен? Талькав час-часах хӑйӗн лашине чарса тӑрса йӗри-тавра пӑхкаласа илет, унӑн пичӗ ҫинче чарӑнса тӑмассерен тӗлӗнсе кайни сисӗнет. — Мӗн пулчӗ? Вӑл калаҫу пуҫласа ячӗ те, эпӗ, хамӑн вакунра пӗччен юлас мар тесе, унпа пӗрле унӑн пылчӑклӑ, хӗвелҫаврӑнӑш хуппипе ҫӳплесе пӗтернӗ, табак сӗрӗмлӗ виҫҫӗмӗш класс вакунне кайрӑм. Вӑл пӗрре кӑна мар Павел Никоновӑн элекне аса илнӗ, — ҫав элек малашне мӗн пулассине тӗп-тӗрӗс пӗлтерсе хунӑ пекех пулса тухнӑ. — Эсир мана пурӗ те хӑвӑр патӑртан ан кайтӑр тесе ҫех парӑнтӑр. Вӑл турат хуппи шӑйӑрӑлнине асӑрханӑ. — Эпӗ сана кансӗрлеместӗп. Пӳрнисем ҫине суркаласа, каббалине сарса хума пуҫӑнчӗ вӑл. Вӗсем хыҫӗнчен хӗрарӑм тумӗ тӑхӑннӑ тепӗр икӗ мӑчавӑр пынӑ. Ун лашин ура сасси те ӗнтӗ илтӗнмест. — Аслатийӗ ҫаплах чарӑнмасть-ха, — мӑкӑртатрӗ вӑл. — Тӑхта, чунӑмҫӑм… кунталла килеҫҫӗ… — Юрать, «янахсӑр» та калӑпӑр. Анчах ҫак харкашу Крэнкбиле пӗтӗмӗшпех пӗтерсе хунӑ Монмартр таврашӗнче тата Ришэ урамӗнче пурӑнакан ҫынсем ӑна, ҫак самантран пуҫласа, текех ҫын вырӑнне хуман. — Тарнӑ. Унтан вӗсем чӗрне вӗҫҫӗн утса тухрӗҫ; сирӗн величествӑн пӳлӗмне тасатма пынӑ пулӗ — эсир ҫывӑрса тӑнӑ тесе шутланӑ ӗнтӗ вӗсем; эсир ҫывӑрса тӑрайманнине пӗлсенех, вӑратса, кансӗрлесе ҫылӑха кӗрес мар тенӗ те хӑвӑртрах шӑвӑнма шутланӑ пулмалла вӗсем. — Лӑпкӑ вырт. — Ҫапла, сеньор, кунта. Ман чыса варалать ку!.. — Маттур нимӗҫ-юлташсем! — тесе кӑшкӑрать хӑшӗ те пулин, хӑйӗн телейӗпе ӳсӗрӗлсе кайнӑ пек пулса. Эсир хӑвӑр салунтах тӑрса юлатӑр пулсан, сире лектереҫҫех теме пулать, вӑл вара сирӗн бутылкӑсем ҫӗмӗрӗлсе кайнинчен ытларах пулӗ. Нимӗнле пылчӑк, салхулӑх, пурнӑҫӑн тӗксӗм пӗрешкеллӗхӗ ҫукчӗ, ӳт-пӳре хаваслӑхчӗ, чун-чӗре таса та ҫутӑ, вӑл ним шухӑшсӑр савӑнӑҫпа вылять. Пӗтӗм тӗнче ҫап-ҫутӑ та тап-таса, ун варринче вара — Мускавӑн лайӑх пӗлсе тӑракан ырӑ-савӑк урамӗсем питӗ хитрен ҫиҫсе ялтӑраҫҫӗ, ҫав тери хитрен, унашкала пурӗ те тӗлӗкре ҫех курма пулать. — Асту: эпӗ сана кӗтетӗп! — тӑрук хытӑрах каларӗ те вӑл, хӑй хуйхине пусараймасӑр, хӑвӑрт кӑна упӑшкин кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртанчӗ. Сӗм вӑрман варринчи пӗр ансӑркка айлӑмра ҫӗре чавса хӳме тата тӗкме тытса ҫавӑрнӑ пӗчӗк укреплени курӑнса тӑнӑ. (Аннушкӑн пит-куҫӗ кӑштах хӗрелсе кайрӗ.) Анчах вӗсем нимӗн те курмарӗҫ. Вӗсене пур енчен те каҫхи тӗттӗм хупӑрласа тӑрать. Гимнастика пирки вара Алексее йывӑртарах пулчӗ. Ӗҫ кунта акӑ мӗнре: ҫак суту-илӳ тӗрлӗ арсене тӗрлӗ вырӑна ярать. Фабрикӑн тӑсӑлчӑк стени хӗрринче — марсиансен нумай пинлӗ ушкӑнӗ; пӑтратнӑ кӑткӑ тӗмӗ евӗр хумханать, хавха. Эпӗ калаҫнӑ чухне — ан шавла! — Ҫапла. Акӑ, Матрена Барская, ҫӳллӗ те тӗксӗм сӑнлӑ, тӑварланӑ шӑла пек типшӗм хӗрарӑм, пачах урӑхла каларӗ: — Сан пирки пӗтӗм хула хурланса калаҫать, Ульяна. Ҫав юрату ячӗпе, урӑхла каласан паккӑҫпа, этем йӑхӗн ҫур пайне пӗтереҫҫӗ. Исидора вилсен, Луизӑн кӗвӗҫес шухӑш пӗтсе ларнӑ. — Ун пек ыйтусем ҫине эпӗ ответ памастӑп. Каллех ӗнтӗ: мӗн-ха вӑл ирӗк? Ҫав хваттере шыраса тупма ҫӑмӑлах пулмарӗ, вӑл Арбатпа Поварская урамсем хушшинче, Петербургри ҫуртсем евӗр лартнӑ ҫав тери илемсӗр чул ҫуртӑн картишӗнче пулнӑ. Манӑн сана курайми пулмалла ӗнтӗ. Пӗр-пӗр карчӑк чиркӗвелле иртсе каять, — унта ӗнтӗ йӗркесӗр лартса тухнӑ ӑвӑс ҫуртасем, турӑшсен ылтӑн хӑмисем ҫине хӑйсен ҫутине ӳкерсе, унта-кунта хӗрлӗ ҫутӑпа ҫунаҫҫӗ. Пӗтӗмпех юрӑ тыткӑнне кӗрсе ӳксе хытнӑскер, вӑл пӗрре те йӑшӑлтатмасть, таҫта анаталла, ахӑртнех, Егорушкӑн хӑмач кӗпи ҫине пуль пӑхать. Ку ҫеҫ те мар, майор каласа панисенчен тата та кирлӗреххи тухса тӑрать, ӑна халиччен пӗри те аса илмерӗҫ. Пӗр Мэри Грант кӑна, иртни ҫинчен тавлашса тӑмасӑр, малашне мӗн пуласси ҫинчен аса илет. Мӗн ҫинчен иккенне-ха вӑл хӑй те пӗлмест! Турӑшӑн та, кала-ха? Сӑмах май каласан, академин ҫак уйрӑмне эпӗ хисеплеме те тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен кунти ҫынсем пурте малта асӑннӑ фантазерсем пек мар. Ҫакӑн пек тӑрӑшнисем, пӗрле пуҫтарӑнса, Яков Лукичӑн колхозри шанчӑксӑрлана пуҫланӑ пурнӑҫне тепӗр хут ҫирӗплетрӗҫ. Вӗсем чирлессе те темле, ҫынла мар чирлеҫҫӗ. Вӑл башньӑра, вилнӗ стрелокпа юнашар ларнӑ. Кунта вӑл ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, стрелок вилнӗ хыҫҫӑн пынӑ иккен. Вӑл! Вӑл ура ҫине сиксе тӑрса кулса ячӗ, унтан, каллӗ-маллӗ хӑвӑрттӑн уткаласа, тулли кӑмӑлпа калаҫма тытӑнчӗ: — Калас пулать — тӗлӗнмелле ӗҫ пулса тухрӗ! Чӑн та, тепӗр енчен тӗлӗнмеллех те мар. Пӗр-вырӑнта татӑлчӗ, тепӗр вырӑнта тӗвӗленчӗ. — Каторжниксем каҫнӑ ҫӗртенех, — терӗ Гленарван. Пьеса пӗтрӗ. Палубӑ ҫинче тӑнӑ хушӑра, ҫыран хӗрринче вӗсем темӗнле тӗлӗнмелле чӗрчуна асӑрхарӗҫ. Эпир тапраннӑччӗ кӑна, куҫа шартаракан ҫиҫӗм ялкӑшрӗ, айлӑмӗ вут-хӗм хыпса илчӗ, лашасем те хӑранипе чарӑнса тӑчӗҫ, ҫав самантрах аслати хӑлхана илтми туса шӑтӑртатӑр кӗмсӗртетет, ҫут тӗнче пирӗн ҫине ишӗлсе аннӑн туйӑнса каять. Лопухински бульвар-ши вара ку? Кольхаун ӑнланса илнӗ; ун умӗнче чӑн-чӑн юланут пулнӑ иккен, ҫавӑн пек тӗлӗнмелле, хӑрушӑ мӗлке ӳкнӗ юланута чӑн-чӑн юланут тесе калама пулать пулсан. Пӑртак ӑшӑтать те акӑ, ҫийӗнчех ҫитсе куратӑп. Ну-кӑ, эсӗ, Володя, генеральнӑй штаб офицерӗ, — мӗнле-мӗнле ыйтусене? Ҫаксем пурте Олениншӑн кулӑшла курӑнчӗҫ: ку казаксем салтакла выляҫҫӗ темелле ҫав. Пӗри ун енне ӳпкелешнӗ майлӑ пӑхать, тепри куҫ кӗрет тенӗ пек хӗпӗртет. Кун пак чух унӑн вӑрӑм харпакӗсем, ҫутӑ пичӗ ҫине кӑвак сӑн ӳкерсе, ҫуррине ҫити шӑппӑн анса ларнӑ та куҫӗсенче, хура кевер хӗлхемӗсем евӗр, ачаш, ҫепӗҫ кулӑ хӗмленсе ҫунма пуҫланӑ; ҫак кулла куракан ҫынсем вара уншӑн ӳчӗпе чунне те ним шутламасӑрах пама хатӗр тӑнӑ — ӳкерсе кӑтартма ҫукла хӳхӗм пулнӑ вӑл. Ним чухлӗ те хӑрамасть вӑл. Озеровецсем хытӑ персе тӑнине кура ял хӗрринчи килхушшине кӗрсе выртнӑ нимӗҫсенчен пӗри малалла, карта патӗнчи акаци тӗмисем патнелле ыткӑнчӗ. Аллусене илӗр! Вӗсем сивӗ! Ярӑр!.. Ах, ан тӗкӗнӗр-ха мана, телейсӗр ҫынна! Вӑл пурнӑҫран пӗр кулянмасӑр уйрӑлнӑ, вилӗмрен хӑраман, ӑна ырлӑх вырӑнне йышӑннӑ. «Вӗсем кунта, йӗрӗнчӗксем, лакей пулса ҫӳреҫҫӗ, майрисемпе ачисем хуласенче пуян ҫынсемпе тан пурӑнаҫҫӗ». Хӗрарӑм-секретарь: Воропаев чирлӗ, килӗнче выртать, тесе пӗлтерчӗ. Луччӗ пач та хускатмалла марччӗ сан кун пирки калаҫу… * * * Икӗ юланучӗ те кайса ҫухалнӑ акаци рашчи ҫумӗпе ҫавӑрӑнсассӑн, сунарҫӑ акӑ мӗн курнӑ: малалла пурӑллӑ прери сарӑлса выртать иккен, унталла пӗр юланучӗ ҫеҫ — пуҫсӑрри кӑна кайнӑ. — Джемма чӗтресе илчӗ те, сӗтел ҫине аллипе таянчӗ. Эсӗ хӑвӑн ӑнӑҫлӑ тивлетӳпе усӑ курма пӗлместӗн-ха… Житомирпа Бердичева илни поляксене тылран тапӑнни пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсем, икӗ юппа уйӑрӑлса, Киевран васкаса тарнӑ, хӑйсене хупласа тӑракан тимӗр ункӑран тухма хаяррӑн ҫапӑҫса ҫул уҫса пынӑ. — Рада патӗнче. Вара, гетманран ирӗк илсе, ӑна пурин куҫӗ умӗнче чӗрӗлле ҫунтарса яма суд турӗҫ. Ҫав шухӑшпах эп Главсевморпутьне кайрӑм, Географически обществӑна, полярти пӗр журналӑн редакцине ҫитрӗм. Ҫав икӗ ҫынсӑр пуҫне, вӗсем уйӑрӑлнине куракансем тата икӗ ҫын кӑна пулнӑ. Эпӗ ун хыҫҫӑн утрӑм, йӑкӑш шутламарӑм-ши тесе пӗлесшӗн интересленетӗп. Ҫаплах пӑшӑлтатса темӗн шутлатчӗ-ха хӑй, анчах екки кайни халь ӗнтӗ паҫӑрхи пекех марччӗ. Вӑт ҫавна, полковник ҫемйи иккенне нимӗҫсем пӗлнӗ те, Василисӑсӑр пуҫне, ыттисене пурне те пӗр сехетрех шӑтӑка… — Тем пулнӑ сире, — терӗ вӑл ҫемҫен. Разметновӑн хӗрсе кайни ирте пуҫларӗ, кӑмӑлӗ ҫӗкленчӗ: — Сан аллупа шӑпах ӗнӗ сумалла ҫав. Вӗсем иккӗшӗ те, кӑртах сиксе, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Анчах Цветаевпа иксӗрӗн килӗштерсе ӗҫлесси пурӗпӗр пулас ҫук, хӑйне асла хуракан ҫын вӑл. Эхер эсир чӑтӑмсӑр, вӗри этем пулсан тата ӑна тухма хушсан, вара вӑл алӑк хыҫӗнче пӑхӑнуллӑн ассӑн сывланине, йӗнине, хӑвӑр ҫыннӑра темле упи-супи ҫӑмахсем пӑшӑлтатнине тарӑхса та ҫӳҫенсе итленӗ пулӑттӑр. Акӑ пӗрре вӑл, ним тума аптӑранӑран, турра пуҫҫапма тухса карӗ те пӗр-ик ҫул хушши аташса ҫӳрерӗ, кайран вара сасартӑк ҫӗнӗ ҫын манерлӗ пулса ларса килсе ҫитрӗ: ҫӳҫӗ — хулпуҫҫи таран, пуҫӗнче — пачӑшкӑ калпакӗ, пӗвӗ ҫинче шуйттан тирӗнчен ҫӗленӗ, тӗссӗрленнӗ ряса; пурин ҫине те уланкӑлла пӑхать те кутӑнлансах сӗнсе ҫурет: ӳкӗнӗр, ылханлӑскерсем! тет. Хӑпармалли пусма, капӑрах мар пулин те ҫав тери чыслӑ та типтерлӗ. Вилькицкий мар, санӑн аҫу. Бурмин шурса кайнӑ… — Ку ҫын вӑрӑ-хурахла ӗҫе хӑнӑхман-ха, — терӗ капитан Смоллетт, ун еннелле пуҫне сулса. Хуҫисем килтех апла, ӗҫ ӑнасса та шанма май пур. Илтетни? Унтан каллех:— Е ӗҫ ҫакса вӗлересси патне ҫитет пулсан, пурте мӑйкӑч ҫинче сулланччӑр! — терӗ. Хӗвелӗн хӗрлӗ, чалӑш пайӑркисем чӳречерен вӑркӑнса кӗчӗҫ те тӗттӗм пуснӑ шпалерсем, сӗтел ҫитти, хрусталь, апатланакансен пичӗсем ҫинче ялтӑрти пӑхӑр пӑнчӑсемпе ҫуталса выляма тапратрӗҫ. — Чезаре, ку сире пит пӑшӑрхантарать-и? — терӗ Джемма юлашкинчен. — Хӗнетӗп те, ман ҫума ҫыпҫанатӑн пулсӑн. — Фелим ҫеҫ-и, урӑх никам та кӗтмест-и? Епле пултӑр-ха тата? Хамӑн ответ мана питӗ килӗшрӗ пулин те, эпӗ ҫапах ҫынсемпе пӗрлех уҫӑлса ҫӳреме кайрӑм. Том пӗрмай кӗтрӗ те кӗтрӗ, инҫетре ҫутӑ кӗпе курӑнса кайсанах хӗпӗртенипе тӑрӑс-тӑрӑс сикме те хатӗр пулчӗ, ҫывӑхарах ҫитсен, ҫавӑн пек кӗпе тӑхӑннӑ хӗрачана вӑл Бекки пулманшӑн пӗтӗм чунтан-вартан кураймарӗ. Хӑратса янӑ евӗр, ҫийӗнчех таҫта кӗрсе ҫухалчӗҫ кунӑн юлашки вӗҫкӗнчӗкӗсем, вӗсем вырӑнне ращаран тухнӑ тӗттӗм пуссах-пуссах та кӑвайт ҫинелле тапӑннӑҫем-тапӑнсах пычӗ. Ак мӗнле вӗренетӗн иккен эсӗ турӑ сӑмахӗсене! — Вӑл тахҫантанпах ӗнтӗ хваттерте пурӑнать! Кӗленчене хӗвне чикнӗ май, Куприяновна ӑна юриех ачашшӑнрах тав турӗ: — Вӑт спаҫҫибӑ сана, ырӑ ҫын, парнешӗн! Тӑваттӑмӗшӗ, эсӗ ҫак ача хутне кӗтӗн, — терӗ. — Эсӗ йӑнӑшатӑн, Аксель: акӑ, пӑх-ха, унталла. Вӑл пӗр ялтан тепӗр яла, пӗр фермӑран тепӗр фермӑна сӗнксе утнӑ, чӳрече умӗнче чарӑнса ҫиме пама ыйтнӑ. Унӑн тумтирӗ ҫӗтӗлсе, ҫуркаланса пӗтнӗ. Тротуар тӑрӑх мӑнкӑмӑллӑн утнӑ чух пурин ҫине те лорнет витӗр пӑхрӗ. Макар кулса илчӗ. Чи малтанах эпӗ Катя патне шӑнкӑртаттартӑм, ӑна хамӑрӑн шкула, бала чӗнсе илтӗм. Афиша ҫинче «тӗне хирӗҫ — бал» тесе ҫырнӑччӗ. Анчах ку ӗҫпе ачасем ытлашшиех интересленсе каймарӗҫ. Тӗне хирӗҫ темӑпа икӗ-виҫӗ костюм ҫеҫ тупӑнчӗ. Шура Кочнев (Ун ҫинчен пирӗн шкулта:«Каҫсерен вуник сехет ҫапсан,Коган вӑранать ыйӑхран» — тесе юрлатчӗҫ.)ксендз тумне тӑхӑнчӗ. Ку вара лайӑх тухрӗ! Сутанӑпа ҫӳлӗ шлепки унӑн вӑрӑм пӳ ҫине ҫав тери килӗшрӗ. Вӑл, ҫилӗллӗ сӑнлӑскӗр, каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. Лайӑх вылярӗ. Ҫавӑнпа кулӑшла тухрӗ те ӗнтӗ. Ытти ачасем те хӑйсен рясисене ҫӗртен сӗтӗрсе, кулса кӑна ҫӳрерӗҫ. Эпӗ Лилипути ҫинчен ятарласа тӗпчесе ҫырма шутлатӑп. Ҫапах та ҫав ҫӗршывпа унти ҫынсем ҫинчен халех кӑшт-кашт пӗлӳсем пама кирлӗ, тетӗп. Кунти ҫынсен ҫӳлӗшӗ — вӑтамран ултӑ дюйма яхӑн. — Тупнӑ япала! — терӗ ӑна хирӗҫ Том. Ҫав калама ҫук тӗрӗс вырӑнаҫтарса лартнӑ юпасен тӑрринчен илемлӗ карнизлӑ арка тӑсӑлать, вӑл тинӗс тӗлнех тухса тӑнӑ пек туйӑнать. — Хамӑн вӑкӑрсемпе санӑн вӑкӑрусене хуралларӑм. — Куртӑм, — терӗм эпӗ. Ачисем куҫ йӑлкӑштарса пӑхаҫҫӗ, сӑнӗ-пичӗсем хӗрелеҫҫӗ, хӗпӗртенӗ Марко тутине ҫула-ҫула илет — кӑмӑлӗ тулать-ҫке унӑн. Ҫак йӗркене арӑмӗ питех мухтамасть, вӑл сиввӗн пӑхкаласа мӑртӑхать, анчах Марко бай ун еннелле ҫаврӑнать те каласа хурать: — Ан тив, куҫ умӗнче ӗҫчӗр вӗсем, вӑрттӑн-кӗрттӗн сыпма вӗренсен тин юпне курас ҫук… Кӳме-лавпа выльӑх-чӗрлӗх кӗтӗвӗсем хыҫҫӑнхи тусан хӗвеле хупласах хурать… — Ну, пурпӗрех, сар ӑҫта та пулин, — ҫав ҫиллес сасӑпах тӑсрӗ малалла Дмитрий. Корчагин сӗтел умӗнче ларать. Вӑл пирус чӗртнӗ те, ҫӳлелле ярӑнса хӑпаракан кӑвак тӗтӗм ҫаврашкине пӑхса, шухӑша кайнӑ… Эпӗ пӗлмен, ун чухне вӑл часах… Ах, вӑл халӗ ҫавӑн пек тусан, эпӗ ӑна чуптуса илсе пилленӗ пулӑттӑм. Пӑх-ха кунталла. Хӑмӑт кӗлешчисем салтӑнса икӗ еннелле тапса кайнӑ. Базаров хурлӑхлӑн кулса илчӗ. Вара вӑл сасартӑк пуринчен те ютшӑнма пуҫларӗ; ӗлӗкхинчен те ытларах чухласа илейми пулнӑ, яланах пӳрнисене вылятакан Увар Ивановичран та ютшӑнчӗ. Пирӗн ӑна, ыттисене ӑса вӗрентессишӗнех айӑпламалла. Таврари тинкерсе пӑхакан салхуллӑ сӑнсене пӑхса ҫаврӑнса, вӑл лӑпкӑн та вӑйлӑн малалла каларӗ: — Тӗнчере пирӗн ачасем савӑнӑҫ шырама каяҫҫӗ, — вӗсем пуриншӗн тата Христос сӑнлӑхӗшӗн каяҫҫӗ, хаяр, суя, ҫӑткӑн этемсен ирӗкӗпе пире ҫыхса, путарса лартнӑ пур япаласене хирӗҫ каяҫҫӗ! Чӑн, эсӗ калани ӗҫе улӑштарма пултараймасть. Сулӑ ҫинче хӑвна ху ирӗклӗ, ҫӑмӑл, меллӗ туятӑн. Приказ тӑрӑх, пурин те хывӑнмасӑрах ҫывӑрмалла пулнӑ. Сире дворянсем кирлӗ мар. Вӗсемпе лайӑх сервиз ӑҫта тупма май пурри ҫинчен тата мӗнле ҫӗвӗҫ патӗнче модӑллӑ платье ҫӗлеттерме юрани ҫинчен кӑна канашласа пӑхма юрать. Тепӗр сехетрен ҫывӑракан Петруҫне кӗрсе курма шутланӑ амӑшӗ ӑна хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче тупаймарӗ. Пурте миххе ярса илсе ҫунашка ҫине хӑпартса хучӗҫ. Баронсем пек, э? — тесе пӑшӑлтатрӗ, — вӑл. — Эсир пытанса ларнӑччӗ-и е курӑнмаллах тӑнӑ-и? Эпир чей ӗҫме лартӑмӑр. — Илетӗп. Давыдов тинкерсех хӑйне мӗн кирлине шырама пуҫларӗ. Илсе килчӗ те вӑл ман тимӗрҫ лаҫҫинче пӗр ҫур сехет пек ларчӗ, вӑл-ку ҫинчен калаҫрӑмӑр. Ҫак ҫынпа, мана хӑй — пурнӑҫӗн историйӗ ҫинчен каласа пама хушнӑ пек ҫынпа мӗн пулни ҫинчен хӑҫан та пулин пӗлейӗп-ши эпӗ? Пурте — пӗрре Фома ҫине, тепре — ӑна хирӗҫ вырнаҫнӑ Маякин ҫине пӑха-пӑха илнӗ. Анчах та ҫурхи тулӑх шыв вӑхӑтӗнче пулӑ тытас, шӑтӑкран алпа рак кӑларас, шӑршӑпа кайӑка шыраса тупас, путенесене астарас, хурчӑкасене тытас, шӑпчӑксене астарса чӗрӗллех тытас тӗлӗшпе унпа никам та танлашма пултарайман. Чи малтанах вӑл ҫӗре Тубянск хуторне касса панӑччӗ, ку революцичченех-ха вӑл, совет влаҫӗ пулсан вара Палан кӗтесӗн ҫӳлти пайӗ пире куҫрӗ. — Сирӗн пӗрмай шӳт тума кӑмӑл пур, — ответлерӗ Павел Петрович. Джон Мангльс, карапа ҫӑмӑллатас тесе, вӗсене шыва пӑрахма каларӗ. Малтанхи кварталтан пуҫласах ҫакӑ палӑрчӗ: чӑнах та, кашни килтех выльӑх пусни пулнӑ иккен… Кунта ӗҫе питӗ пӗлсе туни кирлӗ. Пӗлӗт ҫинчи уйӑх та намӑссӑр ҫара тата ҫавӑн пекех хумхантарса, тем ҫинчен шухӑшлаттарса хуйхӑрать. Апат ҫинӗ хыҫҫӑн Люба мана хут татӑкӗ кӑтартрӗ, ун ҫине вӑл хӑйӗн мӗнпур ҫылӑхӗсене ҫырса хуна; ку питӗ лайӑх, анчах хамӑрӑн мӗнпур ҫылӑхӑмӑрсене чӗре тӗпне ҫырса хурсан лайӑхрах тата «ҫырса хуни кӑна усӑсӑр», — терӗм эпӗ. Вӑл хӑйне: «Ку санӑн ӗҫӳ мар!» тесе мӑнаҫлӑн каласа хунипе лӑплантарӗ-и? Моnseur Gaston пирӗн патӑртах, ҫӳлти хутра пурӑнатчӗ. — Анчах пирӗн халӗ мӗн тумалла-ха? Хӗрарӑм ал лаппийӗпе куҫне хӗвелтен пытарчӗ те илемсӗр, чарӑлтатакан сасӑпа хыттӑн:— Фенька, ҫӗр ҫӑтманскер, пӑрӑва хӑвала! «Епле кирлӗ ан пултӑр? — Ҫук, вӑл персе ҫитес ҫук! — тата хытӑрах кӑшкӑрса ячӗ Ульяна. Катя ӑна темскер пӑшӑлтатса каларӗ. Эсӗ кӗреҫе ил те тендер ҫине кӑмрӑк хырма хӑпар. — Тепре куриччен, — терӗ те вӑл лӑпкӑн, каҫӑн тӗттӗмӗнче курӑнми пулса пӗр сасӑсӑр ҫухалчӗ. Гранатисене ӑна ҫав провокаторах панӑ пулнӑ. Хӑваласа кӑларса ямалла!.. Пуху ҫурҫӗр иртсен тахҫантан тин пӗтрӗ. Ывӑннӑ ватӑ лаша пек пуҫне усса, ним хускалмасӑр тӑрать, хӑй шухӑшлать: «Пӗрчӗ пулса ҫитнӗ вӑхӑтра «калмӑк» вӗрмесен, тулла хӑр ҫил пӗрсе илмесен, тулӑх пулать колхозӑн тырӑ, мур ҫиесшӗ пуҫне! Луиза савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа верандӑран акӑш пек утса тухрӗ, анчах, хӑй пӳлӗмне пӗччен ҫӗре пырса лексен, вӑл каллех тарӑн шухӑша кайрӗ. Кравать, сӗтел, икӗ кивӗ пукан ларать, урайӗнче тӗрлӗ япаласем йӑваланса выртаҫҫӗ, стена ҫинче тӑхӑнмаллисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Айӑрсене епле кӳлес-ха манӑн?» Киле вӑл каҫхине, вӑхӑт нумай иртсен тин, таврӑнчӗ, пӳрте чӳречерен хуллен кӗчӗ пулин те, мӑнаккӑшӗ тӗлнех пулчӗ. Ман чӗреме хуҫнӑ ҫыннӑн вилмелле. Мулсем мар, тинӗс ҫавӑрать ман пуҫа. Анчах ҫамрӑк йӗкӗт ку чыса йышӑнмарӗ. — Ку ытла та тӗлӗнмелле ӗнтӗ. — Кайран ҫывӑрӑн… Усаллӑ пулӗ, тен. — Ҫапла, сӑмах паратӑн эпӗ сана ку тӗлӗшпе… — Лантенак — старик. Ҫапла саламланине итленӗ хыҫҫӑн, король манран темскер ыйтрӗ, анчах вӑл мӗн ыйтнине эпӗ ӑнланаймарӑм. Ҫапах та эпӗ ӑна хама малтан вӗрентнӗ пек ҫапла ответлерӗм: Флюфт дринялерик дуольдам прастредмирпуш. Ҫакӑ вӑл: Манӑн сӑмахӑмсене хамӑн юлташӑм каласа парать, тени пулать. Ҫапла каласа эпӗ манран мӗн ыйтнине хирӗҫ манӑн тӑлмачӑм каласа парасси ҫинчен пӗлтертӗм. Ҫакӑн хыҫҫӑн манпа пӗрле килнӗ ҫамрӑк тӑлмача илсе кӗртрӗҫ. Вӑл пулӑшнипе эпӗ его величество хамран ыйтнӑ пур ыйтусене те хирӗҫ ответлерӗм. Пултараймарӑн. Ҫапах та вӑл илсе таврӑннӑ ӗҫ укҫи килте чи кирлине туянма ҫеҫ ҫитет. Тепӗр кунне Комиссара пытарчӗҫ. Адрианӑн ҫак шухӑшӗсене алӑка такам франмасонла виҫӗ хутчен шаккани сасартӑк татнӑ. — Анна Ивановна! — терӗ Софья. Чунӗ унӑн халиччен пӗлмен хаваслӑхпа тулчӗ. Вӑл мана курмасть те тейӗн, кучерне кӗмӗл тенкӗ тӑсса пачӗ те: «Пар ҫак намӑссӑра», — тет. Кӗтӳ куҫран ҫухални мустангшӑн тухатса лартнӑпа пӗрех пулнӑ. Сада фабрикӑра ӗҫлекен шпульницӑсем кӗркелесе тухнӑ, йӑпӑлтатса хӗрачасен илемлӗхне мухтанӑ; Ҫапла ҫӳренӗ чухне вӑл ӑна Спинола шырама янӑ отрядпа тӗл пулнӑ та салтаксемпе пӗр урапа ҫинче кунӗпех ларса пынӑ. Вӑл вӗсене тӗлӗнмелле тискер ӗҫсем ҫинчен: пӑлхавҫӑсем ӑна мӗнле тыткӑна илни, унтан тусем хушшине сӗтӗрсе кайса, калама ҫук хытӑ асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Граната ванчӑкӗсем лексе йӑлт аманса пӗтнӗ Нагульнов ҫав самантрах вилчӗ, пӳлӗмелле вирхӗннӗ Давыдов, тӗттӗмре ҫапах та икӗ хут пеме ӗлкӗрсе, пулемет пульлисем тӗлне пулчӗ. — Малалла! — кӑшкӑрса ячӗ доктор. — Тархасшӑн, вырӑнлӑ пулар! — Эсӗ тӑхта-ха, — тӑрӑхласа юнатчӗ карчӑк. Сахал-и вара пурнӑҫ пуҫланӑ чухне, калӑпӑр, ӑна Александр Великий пек е лорд Байрон пек ирттерме шутларӗ те, пыра киле, хӑй ӗмӗрӗпех титулярнӑй советник пулса юлчӗ… Уншӑн пулсан, тӗнче яланах ҫап-ҫутӑ та ансат. Ача хыҫҫӑн улттӑн сиксе тухрӗҫ: саппун ҫакнӑ икӗ хӗрарӑм; кӑвак бакенбардлӑ ватӑ та мӑнтӑр лакей, фрак тӑхӑннӑскер, тӗрӗллӗ кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ сӑмсаллӑ ырхан хӗр; шупка кӑвак шӑтӑкла халатлӑ, чирлӗ сӑнлӑ, анчах пит илемлӗ тепӗр хӗрарӑм; юлашкинчен — кӗрен пурҫӑн костюмлӑ, ылтӑн куҫлӑхлӑ, ҫут ҫамкаллӑ мӑнтӑр господин. Эпир ҫапла тахҫанччен шухӑшларӑмӑр та кусем пӗр-пӗр ҫыннӑн ҫуртне е лавккине ҫаратасшӑн е суя укҫа тӑвасшӑн терӗмӗр. Ун пирки пирӗн капитан хӑй, Озеров юлташ, шухӑшланӑ! Яков Лукич ҫавна пӗлесшӗн тӳсме ҫук ҫунать. Шанатӑп вӑл саншӑн манӑн хӑшпӗр тусӑмсем шутланӑ пек пулмӗ — «ачалла», «айванла» туйӑнмӗ…» — Ӑнлантарма май килеймен япалана нимӗнпе те ӑнлантараймӑн; анчах эсӗ хӑвах курса ӑнланса илӗн, геологи ӑслӑлӑхӗ хӑйӗн юлашки сӑмахне каламан-ха. Батальонтан кӑшт каярах юлса, вӗсем иккӗшех утрӗҫ. Эсӗ пит юрласах мар, каласарах кӑтартатӑн пулин те, ӑста ӗнтӗ, каламалли те ҫук! Назанский, аллисене кӗсйине чиксе, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫаврӑнчӗ. Ун ҫийӗн хӗвел ҫисе ҫӳхетсе янӑ сенкер-кӑвак пӑр катӑкӗсем юхаҫҫӗ. — Арҫынсем урӑх мӗн пирки тавлашаҫҫӗ-ха, хӗрарӑм пирки… — Хӗрарӑм пирки тетӗр-и? — тенӗ драгун. Ҫак ирхинехи пек лӑпкӑ чухне вара, хусканупа та, сас-чӳпе те пӑсӑлман шӑплӑх уйрӑммӑнах тӗлӗнмелле. Таврара шӑрчӑксем чӗриклетеҫҫӗ, хӑрах мӑйракаллӑ хура нӑрӑсем нӑрлатаҫҫӗ, сӗтел ҫинче сӑмавар чашкӑрса ларать. Мӗншӗн тесен, унӑн чӳречисем умӗнче темӗн чухлех каснӑ-лартнӑ Кирила Петрович сӑн-сӑпатлӑ ачасем, дворовӑйсем вырӑнче шутланса, ҫара уран чупса ҫӳренӗ пулин те, Мими мамзелӗн кӑнтӑр енчи халӑхсен сӑн-пичӗ евӗрлӗ, хура куҫлӑ тӑхӑр ҫулти шаймӑк ачине вӑл хӑй патӗнче усранӑ, ӑна хӑйӗн ывӑлӗ тесе шутланӑ. Енчен те ман ҫамрӑк тусӑм пуҫне Кванза шывӗ патнелле каяс шухӑш пырса кӗрсен… Илтетӗн-и? Унӑн кофти тӳмисене вӗҫертнӗ, вӑл минтерсем ҫинче ҫеҫ пуҫӗпе питӗ сӗвеккӗн выртать. Хӑйсен ӗҫне вӗсем, ытлашши тӑрмашмасӑр тенӗ пек, ҫӑмӑллӑн туса пыраҫҫӗ, вӗсемшӗн пулсан вӑл нимех те мар, эсир вӗсем хальхинчен ҫӗр хут ытларах тума пултарасса шанатӑр… вӗсем пурне те тума пултараҫҫӗ. Чӑннипе илсен, ку апла мар: тӳпен пӗр ҫурчӑмӑрӗнчи ахаль куҫпа курӑнакан ҫӑлтӑрсене тахҫанах шутласа кӑларнӑ, вӗсем пурӗ те виҫӗ пине яхӑн кӑна! Разметнов Ленинград пирусне тивертсе ячӗ те ҫапла ыйтрӗ: — Ну, мӗнле, ҫӗнӗ хваттер килӗшет-и сана? Анна Васильевна сасартӑк хыпӑнса ӳкрӗ. Ҫӗр ӗмӗрлӗхех килсе тӑнӑ пек, шӑп пулнӑҫемӗн шӑпрах пулса пырать. Ман ачасем! — Хытӑрах ҫи, Михайлӑ, вӑхӑт! — тесе хӗтӗртеҫҫӗ ӑна. Хӗрхен… Куллен-кунхи тапхӑрта ман ӑсӑмпа ирӗкӗм путарӑнчӑк. Алексей таса эрнекун ячӗпе тупа туса илнӗ, анчах лешӗ йӑл кулса янӑ та малалла калама чарнӑ. Ҫак государствӑри йӑласем тӑрӑх патша ҫуртӗнче пӗрмаях ученӑйсем дежурнӑйра тӑнӑ; вӗсем пӗрер эрнерен черетпе улшӑннӑ. Его величество ҫавӑнтах ученӑйсене чӗнтерме хушрӗ. Аллисене пуҫӗ ҫине вӑлтса илсе, ҫӳҫӗсене вӑл сулӑмлӑн салатса янӑ, вара, хура ҫӳҫӗ хулпуҫҫисем урлӑ пайӑркан-пайӑркан уйрӑлса ӳксен, пуҫне мӑнаҫлӑн сӗлтсе:— Ан пӑх эс — эпӗ сӗтӗрӗнчӗк иккенне! — тесе йӗрӗнчӗклӗн каласа хунӑ. Унта тыткӑна лекнисем кӑштах апат тупса ҫырткаларӗҫ те чура сутуҫи килессе кӗтме пуҫларӗҫ, ӑна вӗсем хӑйсем Америка гражданӗсем иккенне пӗлтерме шут турӗҫ. Виҫҫӗмӗш акт пуҫланчӗ. Берсенев картузне илчӗ, ҫӗвӗҫ аллине пӗр тенкӗ тыттарчӗ те унпа пӗрле Инсаров хваттерне ларса кайрӗ. Эпӗ васкасах чупрӑм. Яланхи пек пӗр евӗрлӗ ӗҫлӗ кун сасартӑк унӑн куҫӗ умне ҫак пӑтравлӑ та тӗтреллӗ тӑван аваллӑхӑн сирӗлсе ҫухалма ӗлкӗрнӗ, хӑйне уйрӑм салхулӑхпа карса илнӗ сӑнлӑх тухса тӑрать. Сирӗлсе ҫухалма ӗлкӗрнӗ, анчах йӗрсӗр-мӗнсӗрех мар! Вӑл хӑйӗн хатӗрленсе тӑнӑ поварӗсемпе аслӑ тарҫисене мана ӗҫме-ҫиме пама хушрӗ. Лешсем ман пата апатпа эрех тиенӗ пӗчӗк урапасене кустарса пычӗҫ те ӗҫме-ҫимеллисене мана алла тӑсса илмелле туса ҫывӑхарах лартрӗҫ. Эпӗ ҫав урапасене алла илсе часах пушата-пушата лартрӑм. Ҫирӗм урапи ҫине апат, вунӑ урапи ҫине эрех тиенӗччӗ. Ҫак япала пӗртте Иван Никифорович кӑмӑлне канмастчӗ, ҫапах, тӗлӗнмелле ҫав, ун сӑмахне вӑл ача пек итлетчӗ, хушӑран хирӗҫкелеме хӑтланатчӗ пулин те, Агафия Федосеевна яланах ҫиеле тухатчӗ. Эпир яла пырса кӗтӗмӗр. Шубин ун патнелле пӗшкӗнчӗ… Мӗншӗн савӑнатӑн, Трофим ывӑлӗ? Эсир ывӑнтӑр-и, Ниловна? Аялта — Енисей юханшывӗ, шурӑ ҫыранлӑ Енисей, шурӑ лента пек тӑсӑлать. Ун аяккипе ӳссе ларакан вӑрмансем пӗрре ҫырма патне пырса перӗнеҫҫӗ, тепре кӑшт инҫетерех тӑрса юлаҫҫӗ. Тепӗр хут мерси сире парнепе ҫӑкӑр-тӑварӑршӑн. Пур ҫӗрте те тутӑх тимӗр, цемент пичкисем. Виммера шывӗ Тепӗр кунхине, декабрӗн 24-мӗшӗнче, караван шурӑмпуҫӗпех ҫул ҫине тапранчӗ. — Монсеньора? — Ну, юрӗ унсӑрӑн та, — лӑплантарать ӑна Павел. Ӗҫлес килмесӗр, сехет ҫине пӑхкаласа кӑна ӗҫлесе ларчӗҫ, тӑххӑр ҫапсан — пурте харӑсах ӗҫлеме пӑрахрӗҫ. — Ҫапла, ман хуҫамӑм пулӑн эсӗ. Вӑл Джемма ларакан чӳрече патне пычӗ те чӳрече ани ҫине ларчӗ. Иван Никифорович ҫиленнипе ҫиленменнине пӑхнипех чухлама та ҫук; мӗн пирки те пулин хаваслансан та ҫынна палӑртмасть. Унччен миҫе лав ирттерсе ямарӑм-ши, миҫе хут ман чӗре сиксе тухас пек тапман-ши: инҫетрен ҫул тӑрӑх Аверьян лашисем чупса килнӗнех туйӑнать… Синопӑна кашни кунах вигвамра ӑшӑ шывра шыва кӗртнӗ. Сарай тӑрринче пӗр шӑтӑк пур, ҫавӑнтан ҫинҫешке кантрасем тӑсӑла-тӑсӑла тухаҫҫӗ те, телефон пралукӗсем евӗр, тӗрлӗ еннелле саланаҫҫӗ. — Итле эппин, — терӗ Ромашов, урӑх шуралма ҫук пек пулсан та шуралса кайса. — Акӑ сана Христос, ахальтенех калатӑн ҫакна эсӗ… — хӗрес хурса кӑтартрӗ Лапшинов. Вӑл сана та пулӑштӑр. Манӑн тумалли ӗҫ нумай-ха, эпӗ, хуть ҫурмаран татӑлас пулсан та, коммунизма сӗтӗрӗнсе ҫитетӗпех! — Ҫывӑрать, — терӗ дежурнӑй кантура тавӑрӑнса. Ганс апат хатӗрлерӗ, анчах эпӗ ҫимӗҫе тутанса та пӑхмарӑм. Ҫаксем пурте Ҫӗртен килекен ҫутта пыма чараҫҫӗ те, ҫавна пула материксемпе океансене уҫҫӑн курма ҫук. Ҫӗр мӗнле улшӑнса пынине эпир Уйӑх ҫинчен хамӑр куҫпа сӑнасан кӑна Уйӑх Ҫӗр ҫинчен пӑхсан мӗншӗн пӗрре ҫурла пек, тепре тулли курӑннине аван ӑнланса илтӗмӗр. Юлашкинчен эпӗ Гансӑн пушар ҫулӑмӗ пек вутпа хӗрелнӗ питне астӑватӑп, ҫакӑн хыҫҫӑн эпир урӑх нимӗн те туйман, хӑраса ӳкнине ҫеҫ астӑватӑп; эпир авӑрласа пеме хатӗрленнӗ тупӑ кӗпҫи ҫумне ҫыхса лартнӑ мӗскӗн ҫынсем пек тупӑна персен таткаланса сирпӗнессе ҫеҫ кӗтсе тӑнӑ. — Ан шарла! Эсӗ ҫапла калаттӑн вӗт мана! Вӑл сахӑрлӑ пӗр кӗрепенкке миндаль мӗн хак тӑнине ыйтасшӑнччӗ, ун синчен сӑмах пуҫланӑччӗ кӑна, лавккана ҫав вӑхӑтра ҫын кӗчӗ, хуҫа вара, куркине лартса, айккине кайрӗ. Ан хӑрӑр, сире уншӑн тӳлӗҫ. Часах тарса та кайрӗ вӑл. Хӑйсен чунӗсене тӗп тӑвиччен хӑйсене выҫӑпа вӗлерекен карчӑксем те пулнӑ. Хуҫа ман валли хӑйӗн ҫуртӗнчен ултӑ ярдра унти майлӑ ҫурт лартса пама хушрӗ. Ӑна ӑсатса ярсан, амӑшӗ:— Ҫав тери ырӑ кӑмӑллӑ вӑл, анчах хӗрхенмерӗ, — тесе шухӑшларӗ. — Ӑҫта пултӑр-ха тата, ҫаплах пурӑнатпӑр. — Ҫӗр ҫине вырт, хӑвӑртрах, ахалӗн, ҫӗр тӗпнех анса кайӑн! Эх, мӗн таран шел!.. Пӗлес пулать ӑна. Фактсене илес пулсан — акӑ вӗсем, хӑв умрах: колхозра ӗҫлеместӗн эсӗ, ӑнланусӑр элемента хӑв хыҫҫӑн туртма хӑтланатӑн, хӑвна сиен кӳме пултаракан сӑмахсем калатӑн. Поезд ҫумне ҫаклатнӑ вагон патне пӗр вунӑ утӑм ҫитеспе Сережа Ритӑна хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗ те темрен те хаклӑ япалана ҫухатнӑ пек пӑшӑрханса шӑппӑн:— Сывӑ пул, Рита, манӑн хаклӑ юлташӑм! — Мӗн-ха тӗлӗнмелли пур унта, Паганель? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Унӑн аллинче чӑмӑртаса тытнӑ тутӑр пурччӗ; вӑл ҫав тутӑра куҫӗсем патне тыта-тыта, ӑш хытӑрах та хытӑрах чӑркантарса пыратчӗ, вӑл унӑн чи хаклӑ та юлашки япали пулнӑ пек, ун ҫине ҫав тери хытӑ пӑхатчӗ. «Дункан» бриг хыҫӗнчен хӑвалама тытӑнсан, мӗн курса тӑрӑпӑр. Урана тӑхӑнмалли пушмак тӗпне йывӑҫ путуш ҫапрӑм, пушмак кивелсе ҫитсен, хӗвелпе типӗтнӗ еху тирӗнчен хамах ҫӗнӗ пушмак ҫӗлетрӗм. — Ҫук, — терӗ Петлюра кӗскен. Интересно, ӗҫмеллине пӗр тумлам та пулин хӑварнӑ-ши ку? — Вӑл сасартӑк чӗркуҫленсе ларчӗ, йытта хӑй ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ, пӗтӗм вӑйӗпе кӑшкӑрчӗ: — Черня, хаклӑ тусӑм! — Е кайма пӑрахрӑн-и? Йывӑҫ турачӗсем хушшинче ун пек ҫапӑҫу пулмасть, ҫынсен — пулкалать. Ӗненетӗр-и турра, сирӗн аҫӑр-аннӗрсем ҫине пӑхса чӗре ыратакан пулчӗ. Ҫул ҫинче тупнӑ укҫа пекех-ҫке вӑл. Ҫулӗсем ҫинче чарусӑр ҫавра ҫил ашкӑнать, вӑл пур ҫӗре те, ҫӗр ҫинчи мӗнпур хӳтлӗхсене, ҫаралса юлнӑ вӗтлӗхсене, таптаннӑ тата шӑнса кӳтнӗ курӑк хушшисене пыра-пыра ухтарать. Анчах кӑнтӑрла тата каҫхине апат ҫиме ларнӑ чух — пурте сӑхсӑхаҫҫӗ, ҫывӑрма выртнӑ чух — турра кӗл тӑваҫҫӗ, праҫниксенче чиркӗве ҫӳреҫҫӗ. — Эсир мана ӑсатса яратӑр-и, Находка? — тесе ыйтрӗ Наташа. — Эсӗ мана анне пӗлмелле мар ҫыр, иксӗмӗр ҫеҫ пӗлер. Вӑл никама та шанман. Эсӗ мана кам вырӑнне шутлатӑн, эпӗ ҫав ҫын мар вӗт. Унӑн пичӗ-куҫӗ макӑрнипе шыҫса кайнӑ, сулахай куҫӗ упӑшки ҫапнипе кӑвакарса хуплансах ларнӑччӗ. Ним иккӗленмелли те ҫук: хӑйӗн юлташӗсене курсан, мустанг вӗсемпе пӗрлешес тесе хӑйӗн юланучӗпе пӗрле вӗҫтерсе кайрӗ ӗнтӗ. Унӑн ӳт-пӗвӗ шутсӑр йывӑр асап курнине унӑн чӗри ҫунни тата хӑй пӗчченех пулнине туйса тӑни пушшех вӑйлатса янӑ. Уэлдон миссиспа ывӑлне, Бенедикт пиччене ярса тытрӗҫ те пӗр кимӗ ҫине пӑрахрӗҫ. Прожекторсем ҫутатакан каҫхи сӗмлӗхре нумай сыпӑклӑ питӗ пысӑк ракета, атмосфера сийне ҫурса, ҫӳлелле вирхӗнсе хӑпарнӑ. Вара вӑл Томӑн алли ҫине хӑйӗн пӗчӗк аллине хучӗ. Хуллен кӗрешӳ пуҫланса кайрӗ. Сивӗпе пасарнӑ кантӑксем витӗр тултан шупка хӗрлӗ ӗнтрӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет. Унӑн чӗрчунӗсемпе ӳсен-тӑранӗ кирек мӗнле ҫутҫанталӑка тӗпчекене те тӗлӗнтерӗҫ. Чиркӳрипе танлаштарсан, унта вара тата интереслӗрех: яланах мӗн те пулин ҫӗнӗ япала кӑтартаҫҫӗ, ӳссе ҫитсен, эпӗ цирка клоуна кӗретӗп. Эх, Чезаре, ун чухне унӑн сӑнӗ-пичӗ мӗнле пулнине курсанччӗ эсир! Вӑл темиҫе уйӑх манӑн куҫ умӗнче тӑчӗ! Осетровсӑр пуҫне, Нечаевпа ытти казаксем те ун хыҫҫӑн васкарӗҫ. Ҫӳлти галерее турӑ шывӗ сапмалла пулать пуль. — Эс, улпут, манпала епле те пулсан ахальрех калаҫ, — тавӑрнӑ Фома, унӑн сӑмахне тимлӗн итленӗ хыҫҫӑн. Кӑтартӑп эпӗ вӗсене! Ачана тӑван ашшӗ умӗнче сӑмса каҫӑртма вӗрентсе янӑ, еплерех мӑнаҫланса кайнӑ вӑл! — Эпӗ ӑна т-тӳрех, пӗр ц-церемонисӗр каларӑм: к-кайсамӑр-ха, хисеплӗ ҫыннӑм, у-урӑх ротӑна. Илтетӗн-и, Лукич? Унтан король эпӗ общинӑсен палатин членӗсем тенӗ депутатсене мӗнле йӗркепе суйланине пӗлесшӗн пулчӗ. — Ачам, каях ӗнтӗ, унтан хӑвӑртрах каялла таврӑн, — терӗ пичче. Чӗн турамӗсене ҫапла ҫӑта-ҫӑта матроссем чӑтма ҫук ӑш ыратнипе чирленӗ. — Ав мӗн? Вӑл сӑмах чӗнменни мана ҫапсах хуҫрӗ. Козельцов, аран-аран вырӑн тупкаласа, чӳрече янаххи ҫине вырӑнаҫса ларчӗ; ҫынсем ҫине пӑхкаласа, вӗсем мӗн-мӗн калаҫнине итленӗ май, вӑл пирус чӗркеме тытӑнчӗ. Йытта пиллӗкмӗш ура кирлӗ пекех, кирлӗ эсир мана. — Ямастӑп кӑна та мар, — тӑсрӗ малалла Дмитрий, ура ҫине тӑнӑ хыҫҫӑн ман ҫине пӑхмасӑр пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳреме тытӑнса, — унта кайма канаш та параймастӑп, манӑн ӑна унта яма кӑмӑл та ҫук. Ҫав упа хуҫине те тытса пулмарӗ, тытнӑ пулсан ӑна та Кандовпа юлташӗсене пӗтернӗ пек пӗтереттӗмӗр. Телее, юхӑм хӑвӑртлӑхӗ халлӗхе пысӑк марччӗ-ха, мӗншӗн тесен шыв ҫулӗ шывсикки патне ҫитичченех пӗр пек сивӗччӗ. Калаҫнӑ май хӑй пӗрре те кулмарӗ, сивлек курӑнчӗ. «Мӗне пӗлтерет ку пуху, мӗн кирлӗ сире, пансем?» тенӗ кошевой. Малти линири траншейӑсем пушанса юлчӗҫ. Виҫӗ пысӑк пӳлӗм, пуринче те хам хуҫа пулса тӑтӑм. Иван Иваныч князь Княгиня сӑвва вӗҫне ҫитиех итлесен тата ӑна ҫыраканнине темиҫе хут мухтасан, кукамай кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, унпа французла калаҫма пуҫларӗ, ӑна эсир, савнӑ чунӑм, тесе калама пӑрахрӗ тата ачисемпе пӗрле каҫпа пирӗн пата килме сӗнчӗ, ҫакӑнпа княгиня килӗшрӗ. Палимпсестсем теекен авалхи пергаментсем ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ, ҫавӑнта мӗн ҫырнине пӑсса, ыттисем тӗрлӗ счетсемпе кирлӗ-кирлӗмарсем ҫырнӑ, ҫавӑнтан вара чылай ҫулсем иртсен ученӑйсем чи малтанхи хутчен мӗн ҫырнине вуламалли май тупнӑ та, хӑшпӗр палимпсестсем ҫинче гениллӗ поэтсен сӑввисем пулнӑ. Эпир, ним шарламасӑр апат ҫисе, сӗтел хушшинчен ытти чухнехинчен васкарах тухрӑмӑр. Эпӗ сирӗнтен вырӑсла ыйтатӑп: хӑвӑрӑн йыттӑра мӗн чухлӗ сутас тетӗр? Баянист пычӗ унта, ташӑсем пуҫланчӗҫ — хӗрачасем ташлаҫҫӗ. Унпа эпӗ хамӑн тӑвансен килӗнче тӗл пултӑм; ҫав тӑванӑн питӗ чипер хӗрӗ пур. Инсаров ҫак хӗре кӑмӑлланӑ пек туйӑнчӗ мана, эпӗ вара ӑна ҫакӑн ҫинчен каласа патӑм. Тӳррипе калатӑп, эпӗ черкессен винтовкине те ҫавӑн пиркиех тиркетӗп: вӗсем темӗнле пире алӑ май мар пек туйӑнаҫҫӗ: тыткалама пӗчӗккӗ, кӗҫ-вӗҫ сӑмсаран ҫаклатса каяймасть сана… Апла пулсан — мӗн ҫинчен калаҫас? Пӳрте мӗнпе хутса ӑшӑтмалла? Суллӑн кашни вӗҫӗнче — тӑватшар вӑрӑм кӗсмен; апла унта вӑтӑр сулӑҫа яхӑнах. — Эпӗ сирӗнтен ыйтмастӑп та — мана Беловзоров шанса парать. Ҫынсем хӑшкӑлса чупнине пӑхмасӑр Вулич карт валеҫсе панӑ, тет. Вӑл ман урана хыпашласа пӑхрӗ те ӑна сасартӑк туртрӗ, — манӑн пӗтӗм шӑмшак ҫав тери ыратса илчӗ, анчах темиҫе минутран эпӗ, савӑннипе ӳсӗрӗлсе кайса, кӑштах уксахласа, ҫӑлӑнса юлнӑ япаласене хамӑрӑн мунча патне ҫӗклеме тытӑнтӑм, Ромаҫ, ҫӑварне чӗлӗм хыпса, савӑнӑҫлӑн калаҫрӗ: — Пичке сиксе кайса краҫҫин пӳрт тӑррине сирпӗнсен, эпӗ сире ҫунсах каятӑр пулӗ, тенӗччӗ. Кам шухӑшласа кӑларнӑ вӑл сӑмаха? Пурне те илес килет, анчах май килмест, эпӗ вара пиллӗкӗшне кӑна суйласа илтӗм. Кулянмалли пирӗншӗн кулӑшла пулать, кулӑшли хуйхӑрттарать, чӑннипе каласан, эпир хамӑрсӑр пуҫне пурин ҫине те уямасӑр пӑхатпӑр. Квейс сасартӑк ҫаврӑнса пӳрнине кӗтесселле тӗллесе кӑтартрӗ. Левко ӑна питӗнчен хытӑ тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ кӗҫех: «Эпир научнӑй ӗҫпе килтӗмӗр те ӗнтӗ» тесе персе яраттӑм, Володя ҫине пӑхнипе ҫеҫ тытӑнса юлтӑм. Малтан вӑл Фома ҫине тинкере-тинкере пӑхнӑ, унтан тин, васкамасӑр-тумасӑр, пӗр черкке ҫуттине тултарса, ун тутисем патне чӗмсӗррӗн илсе пынӑ. Шпорӑсем чӑнкӑртатаҫҫӗ, платйи аркисене ҫӗклентеререх ҫаврӑнма та тытӑнчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ кӗнеки Маккиавалин «Государь» ятлӑ кӗнеки пулнӑ. Иван Игнатьнч, комендантшӑран ҫӑраҫҫи илсе, ампарта ларакан башкирец патне кайрӗ те, нумай та вӑхӑт иртмерӗ, тыткӑнри ҫынна малти пӳлӗме илсе кӗчӗҫ. Вӑл, куҫӗсене йӑлкӑштарса, сывлами пулса выртрӗ. Сана мӗнпе пулӑшас-ха ӗнтӗ ман?! Вӑл ыйтӑва часах ӑнланса илеймерӗ. Ну каях, кай! Санран налог та, сулӑм укҫи те илмеҫҫӗ, колхоза кӗресси те ҫук санӑн… Чи малтан эпӗ пролив тарӑнӑшӗ ҫинчен моряксенчен ыйтса тӗпчесе пӗлтӗм. Ха-ха-ха! Вӑл хӑй мӗнле вырӑн йышӑнса тӑнине чӑннипех ӑнланать. Вӑл эпӗ директор кабинетӗнче, ун превосходительстви валли перосем шӗвӗртсе ларнӑшӑн кӗвӗҫет пулас. Эпир ҫав порошоксене пысӑк пушӑ тимӗр чӑмӑрсем ӑшне тултаратпӑр та тупӑ текен хатӗрсем пулӑшнипе хупӑрласа илнӗ хула ҫине сапӑтса тӑкатпӑр. Унта вара вӗсем пит хытӑ ҫӗмӗреҫҫӗ: чул сарнӑ урамсене аркатаҫҫӗ, ҫуртсене ишӗлтерсе купасем туса хураҫҫӗ, ҫунтараҫҫӗ, етре катӑкӗсем тавраналла сапӑнса кайса ҫывӑхра тӗл пулакан ҫынсенне пуҫӗсене ҫӗмӗреҫҫӗ. Юлашкинчен эпӗ ҫав порошокӑн составне пӗлетӗп, ӑна тума кирлӗ япаласем пурте йӳнӗ тӑраҫҫӗ тата пур ҫӗрте те пур, тесе хушса каларӑм. Нимӗн те хускалмасть, пур ҫӗрте те шӑп. Кам ҫырнӑ ӑна? Кайрӑмӑр. Оленина ҫав вырӑн чӑнласах та абрексем ларма тивӗҫлӗ вырӑн пулса тӑнӑ пек курӑнчӗ. Кала-ха — мӗн? — Пӗлетӗн-и, хаклӑ тусӑм, эпӗ хыҫалтан сӗтӗрӗнсе пыма пултараймастӑп! — терӗ комиссар хӗрӳллӗн. Пӑявне упа пӗтӗм пӳлӗмӗпе ҫӳремелле, пӗр кӗтессине кӑна ҫитмелле мар туса кӑкарнӑ. Кун пек сивӗ ире эпӗ тахҫантанпах курманччӗ. Тайнӑ чӳрече хупписен ҫурӑкӗсенчен сарӑ ҫутӑ сӑрхӑнать. Юлашкинчен эпир тӑтӑмӑр, каҫчен татах ӑҫта килчӗ унта ҫӳреме тухса кайрӑмӑр. Ҫул ҫинчи вӑхӑт малтанхи кун салхуллӑ иртрӗ, никамӑн та пӗр сӑмах чӗнес килмест. Хӑйӗнче пур тивӗҫлӗхпе хӑйне хисеплеттермелӗх вӑй пуррине туйман ҫын хӑйне пӑхӑнса тӑраканнисемпе ҫывӑх пулма хӑрать, вӑл вара хӑйне хӑй мӑнаҫлӑн тыткаланӑ пек туса критика тенине хӑйӗнчен аяккарах сирсе яма тӑрӑшать. Анчах мӗнле кӑна кӗске пулмарӗ пулӗ ҫак самант, Раиса асӑрхамарӗ тесе, мӗнле ҫех ӗнентересшӗн тӑрӑшмарӗ иккен хӑйне подпоручик, — ҫапах та сехӗрленӳ палӑрса, сисӗнсех тӑчӗ; еркӗнӗн пӗчӗк куҫӗсенче ӑна темӗскер ҫӗнӗ те канӑҫсӑрскерри, темле хаяр, ҫиллес те шанӑҫлӑ юнав пур пеклӗн курӑнса кайрӗ. — Сирӗнпе каяс пулсан, эпӗ тӗнчере мӗн пуррине пурне те пама хатӗр. Кӑшт кӑна тӗлӗрсе кайнӑччӗ, ҫывӑрнӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ эсрел пуҫӗсем! Шак-шак шаккаҫҫӗ, намӑс сӑмахсем каласа юрлаҫҫӗ! Сан ҫамрӑк хуҫа хӗрне мӗн те пулин пулман-и? Ун пек пулман пулас. Пӗрре, карчӑк гостинӑйра гран-пасьянс салатса ларнӑ чухне, Бурмин кӗнӗ те, кӗрсенех, Мария Гавриловна ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Вӑл ӑҫтине документ каласа пама тивӗҫлӗ. Воропаевӑн ирӗксӗрех чарӑнса тӑмалла пулчӗ, канма тиврӗ, анчах ӑшри темле вӑйлӑ туйӑм ӑна ним кӗтсе тӑмасӑрах, халех атакӑлама хушрӗ. — А ну!.. Миките, пушӑ пар-ха! — тенӗ ашшӗ. Вӑл ҫитмӗл ҫулалли ҫын, лӑпкӑ та уҫӑмлӑ сӑн-питлӗскер, ҫӳлӗ пӳллӗ, хӑй ҫар ҫыннисен пысӑк эполетлӑ мундирӗпе, унӑн ҫухи айӗнчен пысӑк шурӑ хӗрес курӑнать. Ахаль матросшӑн ку ытла сахал мар. Укҫана банка хыврӑм, вӑл самаях процент парать. Аркадий Павлыч татах тепӗр самант нимӗн те чӗнмерӗ, уссисене ҫеҫ выляткаласа илчӗ. Ача ку ятлаҫу ашшӗ пирки пынине пӗлнӗ. Арӑм пирки каласан вара, вӑл ҫакӑн пек пулнине эпӗ халиччен нихҫан та курманччӗ. Вӑл ҫавна тархасланӑ сасӑпа тенӗ пек каланӑ. Вӑл та Василий Васильевич ятлӑ, ашшӗ пекех медик, пысӑк шанчӑк паракан ҫамрӑк учёнӑй, ашшӗне тивӗҫлипех савӑнтаракан ҫын пулнӑ. Анчах та ӗҫленӗшӗн пире чӑн-чӑн Туркестанах илсе каятпӑр тени ҫинчен шухӑшласа ларма тата авантарах. Пистолет илет кашни… Чӑнах пурте-и? Урӑхран эпир ку ӗҫ пирки калаҫмарӑмӑр. — Апла тейӗпӗр. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ун ҫинчен шутламарӗ те — ыранхи кун, халиччен ҫын курман телей илсе килекен ыранхи асамлӑ кун ҫинчен шутларӗ! Лашасем ҫинчен ансан, хӗрарӑмсем княгиня патне кӗчӗҫ; ӑшӑм выртмарӗ хамӑн, пуҫӑмра кӗпӗрленнӗ шухӑшсене вӗҫертес тесе, ту ҫинелле васкарӑм. Яков, типӗ ҫулҫӑ пухса парӑр вӗсене… Кашни струльдбруг ҫуралнине лайӑх мара систерекен паллӑ вырӑнне шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем хӑҫан ҫуралнине уйрӑм кӗнекесем ҫине ҫырса пыраҫҫӗ, ҫакна пула государство архивӗнче кашни струльдбруг миҫе ҫултине пӗлме пулать. Эхер сайра хутран ӑҫта та пулин юланутлӑ ҫынсем курӑнсан, кордонри казаксем те, аулти чеченецсем те юланутсем ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ тата ҫав ырӑ мар ҫынсем камсем пулма пултарнине тавҫӑрса илме тӑрӑшаҫҫӗ. — Этемӗн хӑш-пӗр туйӑмӗсене эсир пӗтӗмпех ҫухатман-ха, — шӑппӑн тӗксе каларӗ Лятьевский, Половцев ҫине шӑтарас пек пӑхса. — Чарӑнӑр, юлташсем. Тупӑ хӑй хӑвӑрт чупнине пула тӗрлӗ тӗслӗ курӑна-курӑна каять, вӑл е ҫутӑ ҫӗрелле хуп-хуран курӑнса сиксе тухать, е, хунар ҫутипе ҫуталса, тӗттӗм ҫӗрелле тарса кӗрет. Марыся, ашшӗ килчӗ пулӗ тесе, пуҫне те пӑрмарӗ. Анчах сасартӑк ют сасӑ илтӗнчӗ: — Кам та пулин пур-и кунта? Ку вӗсем пурӑнакан пӳлӗм пеккин хуҫи иккен; таса мар та ҫӗтӗк-ҫурӑк тумланнӑ, тӗксӗм те ватӑ мулат. — Тӑвӑл ҫывхарать, Джим, — терӗ Сильвер. Уйӑх ҫине самолетпа вӗҫсе кайма шухӑшлакан айван ҫын тупӑнӗ-ши? — тетӗн. Ҫыранран чӗрӗк мильре, чӑнкӑ ту шӳрекинче маориецсен «па» текен пырса кӗме май ҫук форчӗ курӑнать. Вӗсем шухӑшласа кӑларнӑ майсемпех тырпулпа пахча ҫимӗҫӗсене те ҫулталӑкӑн хуть хӑш вӑхӑтӗнче те ҫитӗнтерсе туса илме пулать, кунсӑр пуҫне вӑл ҫимӗҫсем хальхи вӑхӑтри ҫимӗҫсенчен ҫӗр хут пысӑкрах пулма пултараҫҫӗ. — Шухӑшласа пӑхӑп, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ вӑл. — Охо, кунта савӑнӑҫ иккен, — терӗ вӑл, хӑйпе юнашар пырса тӑнӑ эсаулӗ еннелле ҫавӑрӑнса. Вӑл куҫне чеен хӗссе лартрӗ, Давыдова чавсипе тӗкрӗ. Октябрь пуҫламӑшӗнче нимӗҫ ҫарӗсем, кӗтмен ҫӗртен вӑйлӑн пырса ҫапса, вӑтаҫӗрти фронта пысӑк участокра татса Мускав патнелле хӑвӑрт килме пуҫланӑ. Тен, сире пысӑк чин панӑ — палач туса хунӑ? Мӗнле япала пулӗ? — Кам калать? — кӑртах турӗ Павел. — Анчах ҫамрӑк Пойндекстере вӗлерни пирки иккӗленмелли ҫук вӗт-ха. Пуртӑ илсе, пӳрт алӑкне ҫӗмӗртӗм, ӑна лайӑхах касса ваклама тӑрӑшрӑм; сысна ҫурине илсе кӗрсе, ӑна сӗтел ҫывӑхнерех сӗтӗрсе пытӑм, унӑн карланкине касса татрӑм та, юнӗ юхса тухтӑр тесе, ҫӗре хутӑм, эпӗ «ҫӗре» тетӗп, мӗншӗн тесен пӳртре хӑма урай ҫукчӗ, лайӑх таптаса хытарнӑ ҫӗр кӑначчӗ. Разметнов, хӑй крыльца ҫинчен аннӑ хушӑра, Давыдов ҫапла каланине илтсе юлчӗ: — Эсӗ ан вӗрилен. Ман умри диван тӗлӗнчи стена ҫине пӗтӗмпех фотографисем ҫыпӑҫтарса тултарнӑ иккен, вӗсен хушшинче шурӑ лента чечекӗсемпе илемлетнӗ ылтӑн венок тӗксӗммӗн ҫуталса тӑрать, лента вӗҫне ылтӑн саспаллисемпе: «Нимӗнпе танлаштарма ҫук Джильдӑна», тесе пичетленӗ. Кун пек чухне судьясем яланах власть хушнӑ пек тӑваҫҫӗ: айӑпланакан ҫынна ҫакса хӑвармалла тесе йышӑнаҫҫӗ е тӳрре кӑлараҫҫӗ. Санин». Тен, чӑн-чӑннипех те тӗлӗкре пулчӗ ку? Каронада такӑннӑ пекех пулчӗ. Акӑ эсӗ, Куприяновна, радио мӗнле калаҫнине пӗр хут та пулин илтнӗ-и хуть? Сасси мар, куҫҫуль юхни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ ун калаҫӑвӗнче, вӑл Николайпа Софья ҫине йӑл кула-кула пӑхса:— Манӑн сирӗн умӑрта чӗреме уҫса кӑтартас килет, сире эпӗ мӗн тери ырӑ сунни курӑнтӑр! — терӗ. Ун ҫумӗнче пӗчӗк кутамкка тата улӑмпа явса чӗркенӗ кантрапа лайӑх ҫыхса хунӑ авӑрсӑр ҫава выртать. Леш енчен те, ку енчен те нимӗн те чӗнмерӗҫ. Цимбала халь палласа илме те питӗ йывӑр. Вӑл Панагюриштинчен таврӑнчӗ кӑна-ха. Тӑнӑ ҫӗртех сулӑнса кайса, Артамонов алӑк янаххинчен ярса тытрӗ, картузне хывса, унӑн тӳнтер енӗпе сасартӑк йӗп-йӗпе тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ. — Ҫук, тӑванӑм, — терӗ малалла Шубин, — эсӗ ӑслӑ философ, Мускав университечӗн виҫҫӗмӗш кандидачӗ, санпа тавлашма хӑрушӑ, уйрӑмах мана, вӗренсе пӗтереймен студента, анчах эпӗ сана акӑ мӗн калам: хамӑн искусствӑсӑр пуҫне эпӗ илеме хӗрарӑмсенче… хӗрсенче кӑна юрататӑп, ӑна та нумайранпа мар… Ҫак гипотезӑна пӗлес тесе эпӗ кунти тӑпрасене тӗплӗн тишкерсе сӑнаса пӑхрӑм та, ку утрав мӗнле майпа пулса тӑни маншӑн часах паллӑ пулса тӑчӗ. Ҫитменнине, кичем мана… Кичем ялан пӗччен, ялан пӗччен вуласа ларма! Ним усси те пулмарӗ! Шинель тӑхӑннӑ ҫитӗннӗ ҫынсем парнесене пула пӗчӗк ачалла савӑнчӗҫ, пӗр-пӗринчен тыта-тыта илсе, вӗҫӗмсӗр ҫавӑркаласа пӑхрӗҫ. Парнесенчен нумайӑшӗ ҫумӗнче, ҫырусем тупӑнчӗҫ. Ҫавсем тӑрӑх салтаксем япалисене ӑҫтан тата кам ярса панине пӗлчӗҫ. Ӗнтӗ кимӗ пек япалана курасчӗ-ха тесе, эпӗ темӗн пек тинкерсе инҫете пӑхрӑм пулин те, нимӗн те кураймарӑм. Дмитрий хӑйӗн амӑшне питӗ те логикӑллӑ шухӑшсем калама пикенчӗ, горизонт ансӑр ҫӗрте сӑнлӑх ниепле те хӳхӗм пулма пултараймасть, тесе ӗнентересшӗн пулчӗ. Тепӗр хӗрӗх ҫултан планета палӑртнӑ вырӑнта пулман, утмӑл ҫултан — шутласа палӑртнӑ ҫулӗнчен тата ытларах пӑрӑннӑ. Тусӗсем те тупӑннӑ тата: эсӗ те Климка. Ҫаксем ҫумне хушса эпӗ ӑна чул сарнӑ ҫулсем тӑрӑх ҫӳренӗ чухне вӗсен чӗрнисем ҫумне тимӗр текен хытӑ япала ҫапса лартни ҫинчен, унсӑрӑн вӗсен чӗрнисем ҫийӗнсе пӗтме пултарни ҫинчен каласа патӑм. — Кала — акӑ, вӑл мана ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫтерчӗ, ҫитерчӗ — суд тӑвӑр ӑна, те! Гелиоспа ытти турӑсем Олимп тӑвӗ ҫинче пурӑнаҫҫӗ текен халап-юмахсене аслӑ ученӑй шанман-ҫке? — Ҫав тери ухмахла вӑйсӑрланса карӑм. Чулсем ҫийӗн сиккелесе шыв урлӑ каҫрӗ вӑл, чул хӗррипе ашкӑрса ӳснӗ ҫӑра мӑян ӑшне кӗрсе чарӑнса тӑчӗ. Максутов телескопӗнчи тӗп пайсем — шалалла авӑнса кӗрекен тӗкӗр тата тулалла-шалалла авӑнчӑк кӗленче, урӑхла каласан, ҫав кӗленчен пӗр енӗ тулалла тухса тӑрать, тепӗр енӗ шалалла авӑнса кӗрет. — Апла сана ӗҫрен кӑлараҫҫӗ-ҫке! — терӗ амӑшӗ. Кил епле юлать? Анне, аллисене хӗреслетсе турӑш тыттарнӑскер, сӗтел ҫинче выртнӑ кун мӗншӗн пурте пӑшӑлтатса, унтан кӑшт хытӑрах, варахпа яланхи пекех калаҫнине те ӑнлантӑм эпӗ. Киевра Инсаров вуникӗ ҫул хушши пурӑннӑ. Вара — чӑнах та! — пычӗ. Ҫурҫӗр тӗлнелле кукамай мана хуллен вӑратрӗ. Ман лаша пирки эсир ан чӑрманӑр — ӑна лайӑх кӑкарса хунӑ. Тур ҫырлахах! епле ытарма ҫук чипер хӗр вӑл! Ҫак самантра алӑкран тимӗр кӑвак лаша кӗчӗ, вӑл паллӑпа кӑтартса мана хӑй хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗме хушрӗ, кунта эпӗ икӗ тихаллӑ пӗр илемлӗ кӗсре куртӑм. Эсир-и? Хӗрес чуп тӑватӑп! «Ара, мана ляхсем йӑлтах хупӑрласа ярса илнӗччӗ-ҫке? манӑн вӗсен хушшинчен ҫӑлӑнса тухма нимӗнле май та ҫукчӗ-ҫке?» Павел та хӑйӗн канмалли вӑхӑчӗ тухичченех пӑрахса кайрӗ. Юлашкинчен тӗрмерен Вальӑна тата лешсене иккӗшне, ҫакса вӗлермелле тунисене, илсе тухрӗҫ. Ҫынсем, пӗр-пӗрне ҫывӑхрах пулас тесе, пурте пӗр кӗтесселле пухӑнчӗҫ. Юрӑсемсӗр пуҫне пирӗн тата темле ырӑ, темле эпир юратакан япала пурччӗ, ҫав япала пирӗншӗн хӗвел вырӑнне пулнӑ-и, тен. Арӑмӗ ӑна хирӗҫ куҫҫуль витӗр каларӗ: — Вӗсем ташланӑ чухнех эпӗ ҫавӑн ҫинчен шухӑшларӑм… Ҫур сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл ҫӳлерех те ҫӳлерех хӑпарса пырса, пилешӗн ҫӳлти турачӗсем ҫинче ҫакӑнса тӑракан хӗрлӗ сапакисем патне аллипе ҫитме пуҫларӗ. — Юн ҫук! — терӗ тахӑшӗ шӑппӑн. Юлашки шӑрӑх кунсенче пуҫтарӑннӑ шыв парӗсем, чӗреслетсе ярас ҫумӑрпа хӑратса, ҫӑра пӗлӗт пулса хӑпарчӗҫ. Ҫавӑнпа та, пӗтӗм тӗнчери право тӑрӑх, яланхи пек вӑрҫӑсенче усӑ курма юранӑ, граждан вӑрҫисенче усӑ курма юраман майсемсӗр пуҫне урӑхла меслет, мужиксен трубипе ҫар сӑрнайӗ хушшинче пулса иртнӗ евӗрлӗ калаҫу меслечӗ шырама тивнӗ. Пӗрремӗш сигнал тӑшмана итлеттересшӗн пулнине ҫеҫ пӗлтерчӗ; иккӗмӗш вара: «Пире итлес тетӗр-и?» тесе ыйтрӗ. Именмесӗрех калама пулать, эпир туземецсемшӗн вӗсем ӑмсаннӑ кайӑксемех пулса тӑратпӑр, — ҫавӑнпа та манӑн маориецсен тараватлӑхӗн мӗнпур ырлӑхӗсене пӗрре те хамӑн ӗнсе ҫинче тӳсес килмест. Анчах эпӗ ачалӑхра телейлӗччӗ — пӗлӗтсем, пӗлӗтсем, ҫумӑр юхӑмӗсем, симӗс тусем, улӑпсем тӗлленнӗ чухне… — Эпӗ ӑна ҫаптаратӑп, — хаваслансах, хапӑл тусах ответлерӗ конторщик. Алексей Оля патне хӑйӗн чи лайӑх шурӑ брюкипе уҫӑ ҫухавиллӗ кӗпине тӑхӑнса пынӑ, — амӑшӗ каланӑ тӑрӑххӑн, вӑл кӗпе унӑн хурарах, сарлакарах янахлӑ сӑн-пичӗпе питӗ килӗшӳллӗ пулнӑ. Синопа вырӑнӗнче шур ӳтлӗ ача пулнӑ пулсан, вӑл ҫавӑнтах аллисене тӑм илтернӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫав кун питех сивӗ пулнӑ. Пӳске, чул пек ӳксе, пӗр дюйм чухлӗ ҫеҫ кусрӗ. «Акӑ кам иккен вӑл Пӑван!» — тесе шухӑшларӗ Джемма, ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса. Кольхаун йӑнӑш курма пултарайман. Гальцин княҫе лайӑхах палласа ҫитейменскер, вӑл ун умӗнче хӑй ҫуран ҫарти штабс-капитана палланине палӑртасшӑн пулмарӗ; вӑл ӑна кӑшт ҫеҫ пуҫ тайса илчӗ. Шӗл-кӑвар пек йӑлкӑшакан пысӑк уйӑх ҫав вӑхӑтра мӑнаҫлӑн шӑвӑнса тухма пуҫларӗ. Урайне ларса апатлан хӑть. Нимӗҫ хайхискер ман ая кӗме тытӑнчӗ, сарӑ хӗреслӗ ҫунат сулахай енчен курӑнчӗ. Чӗрне вӗҫҫӗн пусса, Мойсей Мойсеич кӗчӗ. Анчах ун таврашӗнчи сӑмахсем чунсӑр та сиввӗн янӑрарӗҫ. — Мучи! Эсир вӑй ҫитерессе эпӗ шанатӑп. Аслӑ событисемпе переворотсен сӑлтавӗсем ҫинчен, пысӑках мар ӑнсӑртлӑхне пула тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинчен тӗплӗн пӗлнӗ хыҫҫӑн, ҫын ӑс-хакӑлӗпе тӳрӗ кӑмӑллӑхне эпӗ ытлашши пысӑка хурса хакламарӑм. Хаҫат вуланӑ чухне манӑн пӗтӗм ӑшчик таврӑнса тухать! Аэлита янахӗнчен аллипе тӗревленнӗ те шара шӑппӑн тӗсет. Каласа кӑтартни чӑн пек мар тесе иккӗленнисенчен пӗри ыйтнӑ: — Команчасем картла выляни ҫинчен ӑҫта та пулин илтни пур-и? О, ӑнлансам-ха, ӑнлансам мана, ан айӑпласа тӑксам мана! Пирӗн хуҫа, — эпӗ хамӑн пурнӑҫа Нефедов фабрикинче ҫухатрӑм, — ҫав хуҫа пӗр хӗрарӑм-юрӑҫа пит ҫумалли ылтӑн савӑт парнеленӗ, каҫхине тула тухмалли ылтӑн чӳлмек те панӑ! Донка килсе кӗчӗ те жандармсем шаккаҫҫӗ тесе пӗлтерчӗ, вӗсене Дейко мучи ертсе килнӗ иккен. Сиксе тӑчӗ те вӑл:— Каялла, ман хыҫҫӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ. Ку тӗлӗк пулманнине эпӗ часах тавҫӑрса илеймерӗм. А эпӗ паян хамӑр патӑмӑрта тӑраканнин тарҫипе калаҫрӑм, — терӗ хорунжий, — каллех пин тенкӗ илчӗ, тет. Суккӑр! Стенасен те хӑлха пур. Ан тив, мӗн калас теҫҫӗ — калаччӗр… Хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ матрос, сӗтел ҫине чавсаланса, ыйха туртнӑ. — Ну, сывлӑх сунатӑп. Епле пӗлес мар! Ӑна аллинчен пырса тытрӑм; казаксем те ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ, вара виҫӗ минут та иртмерӗ — преступника ҫыхрӗҫ те конвойпа ӑсатрӗҫ. Пӗлме ҫук, пире турпас ҫине те лартса ярӗ, анчах халех мар-ха. — Ҫывӑрман эпӗ! — терӗ амӑшӗ, урӑх нимӗн те калаҫмасӑр, вӗсем ҫине тем кӗтекен куҫпа пӑхрӗ. Илтрӗн-и эсӗ, тупӑсенчен еплерех печӗҫ? Анчах астӑвӑр, ӳлӗмрен ман куҫ тӗлне ан пулӑр: пӗтӗмпех ҫӗмӗрсе тӑкӑп!» Хут ҫине ӳкернӗ типҫӗре курсан, чӑн-чӑн ҫӗр те часах куҫ умне тухса тӑрӗ акӑ, тесе шутламах тытӑнчӗ Уэлдон миссис. Эпӗ килти ӗҫ ӑшне кӗрсе ӳкрӗм. Амӑшне вӑл халичченех килӗшместчӗ, унӑн тӑваткалрах пуҫӗнче, пӗчӗк куҫӗнче яланах ӑна хӑратакан япала пурччӗ, анчах халӗ вӑл хӗпӗртесе кайрӗ, ачашшӑн кула-кула хаваслӑн калаҫрӗ унпа: — Тӗршӗннӗ эсӗ! Тӗлӗнмелле илемлӗ йӑлкӑшать уйӑх! — Степан! Мана-и? Вӑл тарма та, пӑшалне авӑрлама та хӑтланмарӗ. Мӗн тери киревсӗр сӑн-пит!» Ромашовӑн алли чӗтӗресе кайрӗ, ҫӑварӗнче сивӗ-сивӗ пулса тӑчӗ. Ҫамки ҫинчи тарне ҫаннипе шӑла-шӑла, вӑл Давыдовпа Яков Лукич умӗнчех тилмӗрме тапратрӗ: — Мариша! Кӗнекесем киревсӗр ӗҫ тума хӗтӗртеҫҫӗ. — Итле-ха, — пуҫларӗ вӑл каллех. — Эпир санпа Кораблев юбилейӗнче калаҫса пӗтереймерӗмӗр. — Ӑна ҫӗнӗ типографие наборщика вырнаҫтарма шут тунӑ. Хӑрушла тарӑхса кайнипе Любишкинӑн сӑнӗ-пичӗ ерипен кӑвакарса, хӗрелсе пыра пуҫланӑ. Вӑл вырӑнтан тӑрса уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ вӑл хӗпӗртени, хӑрушлӑхран чиперех хӑтӑлса тухнӑ ҫын пек сӑвӑнӑҫлӑ вӑл. Вӑл куҫне кӑррӑн хирӗлтерсе хучӗ те чышкипелен Ромашов еннелле хӑмсарчӗ, анчах ҫапма хӑю ҫитереймерӗ. — Эпир утсем ҫине утлантӑмӑр та килелле вӗҫтертӗмӗр. — Ҫутҫанталӑк илемлӗхӗнчен ытла мана ҫав тискер ҫӗршывра пурнӑҫ питех те ирӗклӗ пулни илӗртет, — терӗ Галли. Эпӗ сана вӑл молебента пулма чӗнетӗп тесе ан шухӑшла эс: вӑл пӗтнӗ ӗнтӗ, анчах та отец Алексей… Вырӑсла нимӗн те вуламасть, анчах унӑн ҫыру сӗтелӗ ҫинче пирус тӗпӗсем хумалли мужик ҫӑпати майлӑ кӗмӗл пепельница ларать. Адвокат Парадизов — илсе кай пире никам пырса кӗме пултарайман вертепа! Йӑмӑку патне кашни кунах кӗрсе тухмалла пулӗ. Эпир ун пирки аслисемпе малтанах калаҫса татӑлӑпӑр. — Эсӗ маншӑн юлташ мар! — кӑшкӑрса ячӗ Нагульнов. Эпӗ, вӑл халех манран ҫак сӑмахсене калама ыйтать пулӗ тесеттӗм, анчах та вӑл, ҫак сӑмахсене манран илтме хӑранӑ пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. — Иван Павлыч! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Май килнӗ чух эпӗ хурансемпе ҫатмасем туянтӑм, каҫсерен сулӑ юсарӑм… — Мӗнле сулӑ, Джим? Ҫав кун пайтах юн юхре ӗнтӗ, ачасем вара кӑмӑллӑ пулчӗҫ. Сӑмах май каласан, ют патшалӑхра пиҫнӗскер… Ҫапла хӗрсе тавлашса ларнӑ вӑхӑтра совет ҫурчӗн пысӑк залӗн алӑкӗсем патне темиҫе офицер пырса тӑнӑ: вӗсенчен иккӗшне пухӑва кӗртнӗ те, вӗсем эпӗ малта асӑннӑ ултӑ чӑрсӑр ҫынна ырӑ туни ҫинчен тӗплӗ доклад туса панӑ. Вил ӳсӗр матроссем кӑшкӑрнисем урӑх илтӗнмерӗҫ, Джонпа унӑн юлташӗсем часах ҫывӑрса кайрӗҫ, ҫапла вара, каҫхине пӗр сехет ҫитсен, бриг ҫинче тарӑн шӑплӑх пулса тӑчӗ. Вӑл вара, манпа юнашарах ларатчӗ тата эпир пӗрлех сӑра ӗҫеттӗмӗрччӗ пулин те, ман ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӗ: «Пӗрремӗшӗнчен, эпӗ сире поручик мар, — поручик господин, иккӗмӗшӗнчен-тӗк… иккӗмӗшӗнчен, аслӑ чинли хӑвӑра асӑрхаттарать пулсассӑн, ура ҫине ҫӗкленме кӑмӑл тусамӑр!» Гленарванпа унӑн юлташӗсем ӑна итлерӗҫ, вара форт картишӗ урлӑ каҫсан, Каи-Куму умӗнче чарӑнчӗҫ. — Пит хирӗҫ сикет, ҫав тери хирӗҫ сикет, — тенӗ старик йӗрес пек сасӑпа, — нимпе те унпа килӗштермелли ҫук! Хуть мӗнле судно пулсассӑн та тепри кун пек усал ҫанталӑка аванах чӑтса ирттерӗччӗ, анчах «Макари» шыв тӗпне чул пек анса кайӗ, мӗншӗн тесен палуба ҫине тулакан шыв тӑвӑр валаксенчен юхса ӗлкӗрейменнипе ӑна пушшех йывӑрлантарать. — Татах та итлес килетчӗ ман сана… питӗ те тӗлӗнмелле калаҫатӑн вара… — Ӗҫетӗр вӗт? — Ҫук. Хоп-хоп! Тепре куриччен. Анчах ман проектпа тупатпӑрах, — терӗ Вышимирский. Эпӗ, ҫырура каланӑ ҫӗре, Ҫурҫӗр Ҫӗрне Татаринов капитан уҫни ҫинчен ҫеҫ каларӑм. — Ҫакӑн пек пурнӑҫ лӑпах манӑн кӑмӑла каять, — терӗ Том. Ӑна компасӑн магнитлӑ йӗппи пулӑшнипе тунма пулать, компас йӗппин пӗр вӗҫӗ — ҫурҫӗре, тепри кантӑра кӑтартать. Жилетки лайӑх ӗнтӗ, — вӑл тӗрӗс, анчах мӗншӗн тӗрткелешес-ха? Ури хӑйӗн чӗтреве ерчӗ, вӑл стенаран тӗренчӗ. — Нина Капитоновна, лимон мӗн хак? Ӑна эсӗ ӑҫтан тупрӑн? Тен, кӑлӑх, вырӑнсӑр? Анчах Мак-Набсӑн сӑмахӗсем Гленарвана ӳкӗте кӳртме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл пулма пултарайман шанӑҫсемпе хӑйне хӑй йӑпатмасть. Унтан вара, сӗтел урлӑ сиксе каҫас пек карӑнса илсе, чӗтревлӗ сасӑпа, темӗнле шанчӑксӑррӑн:— Маншӑн — пурте телейлӗ пулччӑр… ҫителӗклӗ пурӑнччӑр… пур этем те тан пултӑр… пурне те ирӗклӗх кирлӗ… сывлӑш мӗнле кирлӗ — ҫавӑн пекех… пур тӗлӗшпе те танлӑх пултӑр!.. — тесе ответленӗ ашшӗне. Эпир — таса мар, тӗксӗм, илемсӗр ҫынсем — ун енне аялтан ҫӳлелле пӑхатпӑр: алкумӗ урайӗнчен тӑватӑ картлашка ҫӳлерех. Пуҫсене ҫӗклесе, эпир ӑна ырӑ кун ҫунатпӑр, темле уйрӑм сӑмахсем калатпӑр, вӑл сӑмахсем пирӗн пӗр ун валли ҫеҫ усранаҫҫӗ. Алӑк патӗнчех вӗсем чарӑнчӗҫ те, пӑшӑлтатса, канашлама пикенчӗҫ. Ахӑртнех, вӗсене алӑка питӗрменни тӗлӗнтерчӗ пулас. Унтан каллех суккӑр ҫын приказ панисем илтӗнсе кайрӗҫ. Тавар туса кӑларасси чакрӗ, унӑн пахалӑхӗ палӑрмаллах начарланчӗ: рабочисем ӗҫе тухман кунсем нумайланчӗҫ, мужиксем ытларах ӗҫме пуҫларӗҫ, хӗрарӑмсен ачисем чирлеҫҫӗ. Садра пӗр сулхӑн та ҫук вӗт. Ӑна кукаҫиех, анне ашшех, лартнӑ. — Эппин, сире ку раксем питех илӗртмеҫҫӗ-и, Бенедикт господин? Аркашка сарӑ пӗчӗк сухалне шӑлкаласа утать, выльӑх хырӑмӗнче ҫӗрме ӗлкӗреймен кукуруза пӗрчисем курӑнса выртакан вӑкӑр тислӗкӗ ҫинелле кӑтартать: — Епле ӗҫлес мар-ха вӗсен? — Соацера, — терӗ марсиан. Ӑна хирӗҫ Мура ответ хатӗрлесе те хунӑ. Ку вӑл часах, темиҫе кунтанах пуҫланчӗ. Эпӗ хам енчен Клеопатрӑна ҫавна ҫурса тӑктарасшӑнччӗ. — Мӗнпе килнӗ эсир? Вӑл каласа кӑтартнӑ истори мана тӗлӗнтермерӗ, — тахҫанах мана унпа мӗн те пулин пулассӑн туйӑнатчӗ. Веткин кӑранташпа ҫирӗппӗн ҫырнӑ хута сӗтел ҫинче тупать те ӑна сасӑпа вулать: «Пурне те каҫаратӑп, хам ирӗкпе вилетӗп, пурнӑҫ ҫав тери йывӑр та хурлӑ! Ку вӑл ирӗксӗрлесе коллективизаци туни пулмасть-им-ха? Ҫак кунтан пуҫласа, шанатӑп, эсир пирӗн киле ура ярса пусмастӑр, унта сире тӑван вырӑнне хурсах йышӑнатчӗҫ-ха, ӗҫтеретчӗҫ те ҫитеретчӗҫ, анчах эсир мӗн териех путсӗр пулнӑ иккен. Пирӗн поезд ҫунатчӗ-ха, хӗвел ҫутинче курӑнакан вут ярӑмӗсем вагонсен хура хӑми тӑрӑх шупкан палӑратчӗҫ. — Айртона кирлине тавӑрса пама тивӗҫ пур ман, — терӗ Ирландин колонисчӗ, лешӗ калавне пӗтерсен. Итлекенсем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса, Ҫӑрттан мучи сӑмахне малалла каласа кайрӗ: — Тислӗк ҫинчи нӑрӑсем пек пӗрмай ҫӗр ҫинче чаваланатӑр пулсан, пурнӑҫра мӗн пӗлетӗр-ха эсир? Голуб хӑйне хирӗҫле кӑшкӑракансене тӳрех каларӗ: — Ташӑ ирчченех пырать, хисеплӗ хӑнасем. Хӗм пӗрхӗнсе тухрӗ ун ҫӑварӗнчен; тутисем ҫинче кӑпӑк курӑнса кайрӗ. Паллах, самолёт ҫинче урасӑр вӗҫме май пулассине никам та ӗненмен, анчах юлташӗ ҫав тери ҫине тӑрса тӑрӑшнине пурте хисепленӗ, ӑна хӑйсен шӳтлӗ сӑмахӗсем хыҫне пытарса, тен, ун умӗнче пуҫӗсене те тайнӑ пулӗ. Юпитерӑн спутникӗсем кайран тинӗс тӑрӑх ҫӳрекенсене пысӑк пулӑшу панӑ, вӗсем пулӑшнипе карапсем океанра хӑйсен ҫулӗсене тӗрӗс тытса малалла ишнӗ. Манах сӗтел патне, шурӑ сӑрпа сӑрланӑ йывӑҫ кресло ҫине ларчӗ. — Зиссерман, — кӑшкӑрчӗ вӑл оркестр старостине, — яра пар итлемеллине! Эпӗ часрах хамӑр киле, крепосте таврӑнма, унта хамӑн паттӑрла ӗҫсемпе мухтанма ӗмӗтленетӗп. — Мӗнех вара, ҫырӑр, — ытлашши хавасланмасӑртарах килӗшрӗ лётчик, унтан ыйхӑллӑ сасӑпа хушса хучӗ: — Тен, ҫырма кирлӗ те мар пулӗ? Пӗр сехетрен «Дункан» Думбартонӑн чуллӑ сӑрчӗсем ҫумӗпе иртрӗ. Кусем пӑлхавҫӑсем иккен. Пӑтрашӑннӑ чух, таврана тӗтӗм хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра, вӗсем хӑйсен окопӗсенчен туха-туха тарнӑ. Ульяна хурлӑхлӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Мӗн кӑранклатса ларатӑн эсӗ, ҫӑхан, мӗн хӑрататӑн эсӗ пире? — Ну, юрӗ, юрӗ; килӗшетӗп, хуть те мӗн ту, хӗрӗм», — тенӗ. Ӗҫ ӑнӑҫман чухне ун пек-кун пек сӑмах пулмасӑр пултараймасть. — Эй тата, мӗн тутӑрсене тӑсатӑр? Макар хӑй ӑшӗнче пӗр айӑпсӑр кайӑка путсӗр те, паразит та, каппайчӑк та тесе ятларӗ. — Ҫакса вӗлерчӗҫ? — пачах урах ҫын сассипе ыйтрӗ Макариха, каялла ҫаврӑнса пӑхса, хӗрарӑмсене паллаймасӑр; тин ҫеҫ пулса иртнине вӑл халь те-ха ӗненмерӗ тейӗн. Лантенак нумай пулмасть кунта пулчӗ, анчах ӑна Говэн каялла хӑваласа ячӗ. Унталла пӑхать Егорушка, кунталла, анчах тӗлӗнмелле юрра ӑҫта юрланине ҫаплах ӑнланаймасть; каярахпа, тимлӗрех итлесе тӑрсан, ӑна ку юрра курӑк юрланӑ пек туйӑнма тытӑнчӗ; юрринче вӑл, ҫурма вилнӗскер, йӑлтах пӗтме ӗлкӗрнӗскер, такама сӑмахсӑр, анчах питӗ хурланса та чун-чӗреренех хӑй айӑплӑ марри ҫинчен, хӗвел ӑна ахалех ҫунтарса типӗтсе яни ҫинчен ӗнентересшӗн тӑрӑшать; вӑл чӑтма ҫук пурӑнас килни ҫинчен калать — вӑл ҫамрӑк-ҫке-ха, шӑрӑхпа типӗ ҫанталӑк мар пулсан, илемлӗх упранса ӳсмеллеччӗ; айӑпӗ ҫук унӑн, анчах вӑл пурпӗрех такамран каҫару ыйтать, ҫав вӑхӑтрах хӑйне тӳсмелле мар тунсӑхлӑ, ыратуллӑ, шел пулни ҫинчен тупа туса ӗнентерет… Юрӗ, вӗлерӗр, пӗр мана ҫеҫ мар, нумай купсана леш тӗнчене ӑсатнӑ ку таранччен иртен-ҫӳрен ҫурчӗсенче. Богомилсем, пӗтӗм нетовщинӑна кӑларса янӑскерсем, ҫапла вӗрентетчӗҫ: «Шуйттан вӑл турӑ ывӑлӗ, Исус Христосӑн пиччӗшӗ», тетчӗҫ, — вӑт ӑҫта ҫитетчӗҫ! Иван Павлыч, — сасартӑк персе ятӑм эпӗ. — Эсир Татариновсем патӗнче пулни чылай пулать-и? «Чинне-мӗнне тиркемесӗр хӑвна ыталама ирӗк пар… ӗлӗкхи юлташу-тусу»… — А, тинех тавҫӑрса илчӗ… ССР Союзӗнче президент вӑл коллегиллӗ, вӑл — Аслӑ Совет президиумӗ, Аслӑ Совет президиумӗн председателӗ те унта кӗрет, ӑна пӗтӗм халӑх мар, Аслӑ Совет суйлать, вӑл Аслӑ Совета отчет парса тӑрать. Мӗскӗн! Утрав вӗҫне ҫитиччен ишме питӗ лайӑхчӗ, анчах вӑл, утмӑл утӑмран та кӗскерехскер, часах вӗҫленчӗ те, эпӗ шап-шурӑ ҫӑра тӗтре ӑшне путрӑм, вара хам ӑҫта иккенне те тавҫӑрайми пултӑм. Чӑнах та, йытӑ мӑйӗнче пӑлан тирӗнчен тунӑ чӗн пулнӑ. Фабрика хапхи умӗнче пӗрмаях Вӗсовщиков, Гусев, Ваҫҫӑпа Самойлов тӑраҫҫӗ, сӑмахсем калаҫҫӗ. Сирӗн пурнӑҫӑрта хуйхӑ нумай пулать, савӑнӑҫӗ те чылаях. Салтаксем вӗсем ҫинех пырса кӗреҫҫӗ, анчах вӗсем тӑраҫҫӗ! Витене кӗрсе пӑхсан, эсир хӑвӑр ӗлӗк палланӑ ҫынна Фелим О'Нила курӑр. Павел Петрович хӑй ӑнӑҫсӑр шӳт тунине хӑех сисрӗ те, хуҫалӑх ӗҫӗсем ҫинчен, ӗнер ҫеҫ хӑйӗн Фома ятлӑ тарҫи «иртӗнет», пӑхӑнмасть тесе килсе каланӑ ҫӗнӗ управляющийӗ ҫинчен калаҫса кайрӗ. Хӑш ҫулта? — Мӗн ҫакӑ эсӗ? — терӗм эпӗ Зурина. — Акӑ мӗн, Фома, — каллех вӑл сулхӑннӑн, ҫирӗппӗн пуҫланӑ сӑмахне, — аҫу нумай пурӑнас ҫук… Эпӗ ӑна кунта тупас та, хампа пӗрле уҫӑлса ҫӳреме чӗнес тенӗччӗ. Вӑл хӑй ун пирки пӗрмаях ыйтать. — Пӗтӗм ӗҫ ӑна хирӗҫ, — тенӗ Кроссман ӑна хирӗҫ. Вӑл кирлӗ мар ҫӗртенех хӑйӗн сӑмахне вӑрӑма тӑсать, «папаша» сӑмаха каламасӑр хӑварать, пӗрре тата, ун вырӑнне, шӑл витӗр кӑна пулин те, «отец» тесе те ячӗ; хӑйне ытлашши ирӗклӗнтерех тытнипе вӑл кирлинчен чылай ытларах эрех тултарчӗ те, ӑна пӗтӗмпех ӗҫсе ячӗ. Нина Капитонавна мана ӗлӗкхи пекех юратать: нумаях пулмасть мана Кораблев урлӑ салам каласа янӑ. Мӗн эсир? Чӑн та, пӑшалӗ ун малти пӳлӗмрех тӑратчӗ ӗнтӗ, унран вара, кӗпҫи вӗҫӗ тутӑхпа та газ ҫинипе шӑтса пӗтнӗскертен, — ӑна темиҫе тӗлте тӑхлан саплӑксемпе эрешленӗ, — шур качакисенчен пӗри те тарса хӑтӑлайман-ха. Вӑл шӑхӑрни пӗтӗм йӑлӑма илтӗнчӗ. Чӗппӗмсем! Кунхинче эпир эскадрилья командирӗпе иксӗмӗр мӑшӑран кайсаттӑмӑр та, вӑл манран та аяларах анса атакӑланине курсан, хӗпӗртесех кайрӑм эпӗ. Эсӗ вара ҫавна нимӗн вырӑнне те хуман пек пулса ҫапла калӑн:«Ия, манӑн кивӗ чӗлӗм пур тата тапре те пур, — табакӗ ҫеҫ пит аванах мар», — тейӗн. — Ун пек ӗҫсем ҫинчен калаҫма чарнӑ! — терӗ надзиратель ӳркевлӗн. Ман пата кайӑпӑр. — Э, тусӑмҫӑм, Аркадий Николаевич! — кӑшкӑрса ячӗ Базаров: — ыйтатӑп: илемлӗн ан калаҫах. Ӑҫта илсе кӗме пултарать мантикора? Курӑнсах тӑрать вӗт… — терӗ Павка, унӑн ленти ҫине кӑтартса. Самозванеца Швабрин крыльцо ҫине тухса кӗтсе илчӗ. Хӑй вӑл казакла тумланнӑ, сухалне ӳстерсе янӑ. Мучине ан вӗлерӗр, — илтӗнчӗ лӑпкӑ хулӑн сасӑ, унтан, хӑмӑшсене сирсе, Лука патне ҫывӑхах Ерошка мучи тухса тӑчӗ. Музыкантсем! Мексиканецсем пӗтӗм вӑйпа чӑтлӑха, хӑйсен лашисене кӑкарнӑ ҫӗре чупса кӗреҫҫӗ, вӗсем ҫине хӑвӑрт сиксе хӑпараҫҫӗ те мӗн вӑй ҫитнӗ таран чуптарса каяҫҫӗ. — Калуш та сыватмалла мар арканса кайрӗ, ҫавӑнпа та урасене кашни кунах йӗпететӗп. Ҫак самантра урядник пырса кӗчӗ, ҫамрӑк та кӗрнеклӗ казак. Ҫак инкек вӗсене иккӗшне те урӑлтарса янӑ. Анчах ҫав хураскерӗ пӗр вырӑнта тапранмасӑр ларман, пӗрмаях силленкеленӗ, вӑл ял пулман, юр айӗнче курӑнакан, ана йӑранӗ ҫине ҫитӗнсе тухнӑ пӗр ҫӳллӗ хытӑ курӑк пулнӑ, ҫил шӑхӑрса ӑна хӑрах еннелле вӗҫтернӗ пирки вӑл хыт силленсе ларнӑ. Ывӑнчӗ пулас, йӑпанма шутларӗ. Вӑл Николай Антоныч арӑмӗ пулнӑ, апла-тӑк, вӑл хӑйӗн упӑшкине айӑпламалла пулать иккен. Павела пама запискӑсем хӑварса, ӑна хӑйсен пӑлханӑвӗпе ҫӗклентерсе хӑвараҫҫӗ. Литаврсене ҫапнӑ сасса илтсе чи малтан довбиш, тин ҫеҫ вӑраннипе аран-аран уҫӑлакан хӑрах куҫлӑ ҫӳллӗ ҫын, чупса ҫитнӗ. Ку пысӑк ача ӑҫта кайса кӗнине вӑл сӗмленме те пултараймарӗ. — Илия, ҫӗҫҫӳне какайҫӑ пек ан тӑскала, ҫӑкӑрна ан шӑтар, ҫын пек касса ил! Ҫамрӑк чухнех-ха вӑл пӗр аристократ ҫемйинче учитель пулса ӗҫленӗ, вӑл ҫав улпутӑн пӗртен-пӗр ывӑлне пӑхса ӳстернӗ, ӑна питӗ юратнӑ. — А миссис Гленарван, а мисс Грант? Тӑшман ҫывӑхрах пулнӑ. — Ан тив, турӑ айӑплатӑр мана, эпӗ усал ӗҫ тӑватӑп пулсан! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Хӗҫпе касса тунӑ хӗрлӗ ҫӗвӗ унӑн пит-куҫне хаяр пек кӑтартать. — Ку, паллах, пулма пултарнӑ. Кӗсйинчен Гвоздевӑн карточкине кӑларса пӑхрӗ. Ромашов хӑвӑрттӑн ҫӗкленчӗ. Шӑлӗсене йӗрсе, вӑл сарлакан уҫӑлса ҫунакан куҫӗсемпе купецсем ҫине чӗмсӗррӗн пӑхса ҫаврӑннӑ. Шыв хушнӑ сӗт ҫине лактометр лартсан, сӗчӗ мӗн чухлӗ те шывӗ мӗн чухлӗ иккенне пӗлме пулать. Чи малтанах вӑл хут татӑкне хӗвӗнче шырама хускалчӗ. Нимӗн те тупайманнипе тарӑхса йӗрсе ячӗ. Пӗлӗт тӳпи шупкаланать, мӗлкесем ирӗлчӗҫ, хӗвел тухасса кӗтсе ҫулҫӑсем чӗтрене-чӗтрене илчӗҫ. Болотин мӑн ҫул ҫинче нимӗҫ мотоциклисчӗсем курӑнни ҫинчен пӗлтерчӗ. Малтан вӑл чӑн-чӑн запорожец пек пурӑннӑ: нимӗн те ӗҫлемен, ҫур талӑк ытла ҫывӑрнӑ, ҫиессе утӑ ҫулнӑ ҫӗрте ӗҫлекен ултӑ ҫын чухлӗ ҫинӗ, пӗрре ларса витрене яхӑн ӗҫнӗ; хырӑмӗнче вырӑнӗ те тупӑннӑ ҫав: мӗншӗн тесен Пацюк, лутрарах пулсан та, самаях сарлака. Пулма та пултарать, ҫак офицер, чапа тухас тесе е хӑй кӑмӑлне йӑпатас тесе, сирӗн умӑрта кӑштах персе пӑхма шут тытӗ. Авӑ леш тӑва, ҫурҫӗр енчине, Фок-мачта теҫҫӗ. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла унта виҫӗ ту: Фок-мачта, Грот-мачта, Базань-мачта, сэр. — Сӑмах иезуитсене хирӗҫ кӗрешесси ҫинчен пырать пулсан, Риварес килӗшӗ. Халь ӗнтӗ хӑй ирӗклине, ӑна нимӗн те тытса тӑракан ҫуккине вӑл сисет. Садово-Триумфальнӑй урамри тем пысӑкӑш хӗрлӗ ҫуртра нумай та пулмасть-ха Пестов гимназийӗ вырнаҫнӑччӗ. Судья Петька патне кӗрсе тухма хушать. Эпӗ вара ҫитнӗ ҫитменех Петька патне кӗрсе тухма сӑмах паратӑп. Алексей чӗрӗпе кинжалпа касса вӗлерчӗ те хырӑмӗ ҫинчи сарӑ тирӗпе йӗплӗ хуппине пӗли-пӗлми мелпе туртса сӳрӗ, какайне темиҫе пая уйӑрчӗ, унтан шӑммисем ҫумне пите ҫирӗппӗн ҫыпҫӑннӑ ӑшӑ та шӑнӑрлӑ кӑвак аша самантрах ним хӑварми ҫисе ячӗ. Елена вара хӑйӗн сывлӑшӗ пӳлӗннине, макӑрса яма хатӗррине туйса илчӗ… Зал тӑрӑх каллӗ-маллӗ йывӑррӑн уткаласа ҫӳренӗ май, ӑнсӑртран кантӑк витӗр пӑхнӑ та вӑл — хапха умне тройка пырса тӑнине курах кайнӑ; сӑран картус тата хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ шинель тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫын, урапа ҫинчен анса, приказчик патне флигеле уттарнӑ. — Хула тулашӗнче, Зли-долӑра, Пересветра… Халӗ, эсир ӑҫталла каяс тетӗр-ха? — Халь унашкалли пулмасть, — пӑт татса каларӗ Петр, экипаж патне ҫывхарнӑ май. Дантон, сире ҫакна калатӑп: ҫӗршыв тулашӗнчи тӑшманпа ҫапӑҫма нимех те мар; кунта мӗнпур ӗҫ граждан вӑрҫинче. Полли мӑнаккӑшӗ сӑмахпа каланине нихҫан та ӗненмен. «Сывӑ пулччӑр акӑлчансем!» — ҫапла кӑшкӑрнӑ ун чухне пӑлхавҫӑсем. Вӗсем хулана туртса илсен ҫаратмасӑр хӑварман. — Францире вӑл — дворянин, Бретаньре — принц. — Ну, сеанс пӗтрӗ! Эх, хам айӑплӑ! Тахҫанах чӗнмеллеччӗ… Лозневой карташнелле кӗчӗ: — Ӗлкӗрӗп, ӗлкӗрӗп! — терӗ вӑл. — Ӑҫта каймаллине каях. — Анне, Марийка, акӑ пирӗн комбат юлташ! Калӑр-ха, нивушлӗ европеецсен цивилизацине халиччен те ҫав юрӑхсӑр йӑлана пӗтереймен вара? Пахча ҫимӗҫ енӗпе илӗпӗр. Кӗске вӑхӑтрах вӑл тата тепӗр 3 черкке эрех, темиҫе стакан сӑра ӗҫрӗ те хайхи ушкӑнри ҫынсен картне ларчӗ, урӑхларах каласан, таврара мӗнпуррине манса тӗтре ӑшне путнӑ май юлашки 3 тенкӗ укҫине выляса ячӗ. Анчах ҫак самантрах ҫулҫӳревҫӗсем вӑл кӑшкӑрнине илтрӗҫ. Уншӑн эсир хаклах ыйтмастӑр пулсассӑн, эпӗ хам та туянма пултаратӑп. Эсӗ ан хӑра — вӗсем пире тивес ҫук. Ҫавӑн пек кӗрешессе ӗмӗтленетӗп те, ҫавӑн пек вӑй-хӑват шыратӑп та. Чапан ҫаннисене тавӑрса лартса, юн тухмаллах ҫурӑлса пӗтнӗ, тӑпра тӗслӗ тутине вылятса, вӑл кӗнеке тухнӑ ҫулне кӑтартакан листӑна нумайччен вуласа таратчӗ. Пӗр-пӗр хӑрушлӑх килсе тухсан ҫеҫ вӗсем хирӗҫӳ ҫинчен манса каяҫҫӗ. Атя-ха… Йӗрне пырса тупмалла мар вӗлермешкӗн прерире те май килмест. — Хам пахчарине касӑпӑр эппин, — терӗ Марко. Пӗр тимӗрҫӗ ҫеҫ чӑтӑмлӑ пулнӑ, Оксана хыҫҫӑн ҫӳреме пӑрахман вӑл, лешӗ унпа, ыттисемпе калаҫнӑ пекех, кӑмӑллӑ калаҫман пулин те, ҫӳренӗ. Егорушка, сивчир тытнӑ чухнехилле чӗтресе, хура ҫӑкӑрпа пӗр чӗл дыня, унтан тепӗр чӗл арбуз ҫирӗ, ҫавна пула пушшех те шӑнса кайрӗ. Пенӗ сасӑ кӗрлесе кайрӗ. Хӗрӗ те ҫынсене тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса кулатчӗ, тата амӑшне тӗртетчӗ. — Каланӑ сана, пымастӑп тесе, — сасартӑк хытӑ сасӑпах каласа хучӗ Марьяна каччинчен пӑрӑнса. Губернатор Одинцова патне пычӗ те, каҫхи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ, вара, шухӑша кайнӑ пек пулса, ӑна алӑ пачӗ. Пӗчӗккӗ мар, хӑех ӑнланма тивӗҫ. Тыт эсӗ ӑна, тыт, унсӑрӑн тарать вӑл, анафема. Петербургра та, пуш уйӑхӗн уяр кунӗсенче, ҫакнашкал хӗвелехчӗ, — ӑшӑннӑ ҫил ун чухне пӗтӗм тӳпене ҫуса тасатнӑн туйӑнатчӗ. Уйрӑмах ҫакна хӗрарӑмсем хирӗҫ пулчӗҫ. Пурӑн ҫеҫ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сывах иккенне курса, кӑштах хӑнӑхсан, вӑл хӑй ҫинчен каласа кӑтартасшӑн темӗн пек ҫунатчӗ. Тата темиҫе картлашка улӑхрӗҫ те пурте малтанхи пусма умӗ тӗлне ҫитрӗҫ. Ун сӑн-питне пӑхсан, ҫемҫешке пулни, хӑрани мӗне кӑшт та палӑрмасть. Унӑн ӗлӗкхи пуҫлӑхӗсем халӗ пысӑк начальниксем пулнӑ иккен, ҫавсем ӑна Мускава чӗнтернӗ. Ҫенӗкрен тахӑшӗ шӑнса пӑсӑлнӑ сасӑпа кӑшкӑрчӗ: — Кондрат пеккисене партие илмесен, апла унта Ҫӑрттан мучие ҫырӑр! Амӑшне пытарнӑ чухне вӑл манран ҫилленсе айккинелле пӑрӑнса тӑнине аса илсен, пуҫӑм ыратса кайрӗ манӑн. Юрӗ йӑтӑнсах ҫӑвать. Сталинград! Ҫинӗ май икӗ хӗрарӑмне те пӗр чарӑнмасӑр сӑнарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен, хам чӗререн ӗненнӗ тарах, — вӑл манӑн паян кунчченех пур, — ҫын хӑй шухӑшне апатланнӑ чух ҫеҫ питӗ уҫҫӑн каласа кӑтартать. Туран, хула варри енчен, Львовски урамӗ тӑрӑх, хӑйӗн прожекторӗсемпе шоссене ҫутатса, автомобиль ярӑнса анчӗ. — О! — терӗ генерал. Эпӗ пӗтӗм килйышӑма атӑ тӑхӑнтаратӑп ӗнтӗ» тавӑрнӑ Титок ӑна хирӗҫ. Анчах февралӗн 12-мӗшӗнче ҫӗрле, ҫамрӑк капитан штурвал умӗнче тӑнӑ чухне, тарӑхмалла ӗҫ пулса иртрӗ. Шухӑшласа кӑларнӑ, Никита! Хама шухӑшлама ӳркенет тесе ӳпкелесрен ҫеҫ эпӗ шухӑшланӑ пекки турӑм, камӑн плане юрӑхлӑ пулассине малтанах пӗлетӗп те-ха. Андрей Германи вӑрҫинче виҫӗ георгиевски хӗрес илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Сирӗн пек американец пулнӑ пулсан, эпӗ ӑна ҫӑмӑлах пуҫтарса хунӑ пулӑттӑм. — Ҫук. Якова Захар Морозовӑн тимӗр пек пуҫ шӑммийӗ хӑратма пуҫларӗ, Захар пӗчӗк патша пекех паттӑррӑн ҫӳрет, рабочисем ун хыҫҫӑн такасем овчарка хыҫҫӑн ҫӳренӗ пекех ҫӳреҫҫӗ, Митя ун тавра чакак пек вӗҫкелет. Кала-ха мӗнле япала пулать? Тӑвӑр пӳлӗмре пӗтӗм тӗнчери рабочисем шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшпе пӗр пек пулнине палӑртакан туйӑм ҫуралчӗ. — Судпа айӑпланӑ ҫынна илсе кайӑр, — хушрӗ Симурден. Вуникӗ сехет ҫурӑ ҫапрӗ. Пӗлетӗн-и, пӗлтӗр эпӗ Художество академине каяс тесеттӗм. Меркурин спутниксем ҫук. Ӑсатса янӑ чух асанне мана ҫапла канаш пачӗ: — Эсӗ ҫынсем ҫине ан ҫиллен, эсӗ ялан ҫилленетӗн, хаяр та чӑркӑш пулса кайрӑн! Саня, сарӑ кӗрӗк тӑхӑннипе асанне пекех курӑнаканскер, аллисене ҫавӑркаласа: «Акӑ Собор сачӗ» тесе кӑтартанҫи пулчӗ, унтан темле вӑрттӑн паллӑ тунӑ пек пуҫне пӑркаларӗ те сывпуллашрӗ. Урама тухсан, ҫуртӑн пӗр чӳречинчен вӑл Любӑн питне курнӑ. — Ҫапла… Нумай та вӑхӑт иртмӗ, ҫак йывӑр пӗлӗтсем океан ҫинех анӗҫ те сулхӑн ҫил вырӑнне вара тӑвӑл кӗрлеме пуҫлӗ, тепӗр май каласан, сывлӑш сехетре 43 миля хӑвӑртлӑхпа куҫма тытӑнӗ. Тен, ҫиччӗре, тен, саккӑрта пулнӑ эпӗ ун чух, йывӑр япаласем тиенӗ, ылтӑн нӑхта-йӑвен тӑхӑнтартнӑ, пурпур ашӑксем витнӗ тӗвесене астӑватӑп эпӗ, хӑлхисем хушшипе ылтӑн хӑнкӑрмасем ҫакнӑ мулсене, кӗмӗл читлӗхсенчи кулӑшла упӑтесемпе тӗлӗнмелле илемлӗ турткӑшсене астӑватӑп. Павкӑна амӑшӗнчен те хытах лекнӗ. — Ку мӗне пӗлтерет тата; ӗнер кӑна сакӑр кӗрепенкӗ вир кӗрпи парса ятӑм, каллех ыйтаҫҫӗ! Эпир Катенькӑпа иксӗмӗр чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн сӗтел хушшинчен тухманччӗ-ха; мӗнле майпа-ши — астумастӑп, Катенька хӑйӗн кӑмӑлне каякан ыйтупа — юрату пирки — калаҫа пуҫларӗ. Мӗнле кӑвакки-ха тата! Петр каллех кравать ҫине сикрӗ, унтан алӑк уҫӑлчӗ, пурҫӑн хӑюсем чӑштӑртатрӗҫ, пушмаксем чӗриклетрӗҫ, такам нӑшӑкласа макӑрчӗ; алӑк ҫекли чӑнклатрӗ, Петр асӑрханса, хуллен кӑна пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ; тӗттӗмре, алӑк патӗнче, шурӑ кӗлетке тӑрать, вӑл аллипе васкамасӑр сулкаласа, урайне ҫитиех пӗшкӗне-пӗшкӗне илет. Хӗвел тухсанах, ачасене ыйхӑ аптратма пуҫларӗ. Вӗсем шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ вырӑна кайрӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ. Чарӑн! — терӗ вӑл, званисем ҫинчен манса кайсах Горевӑна сасартӑк утма чарса. — Пӗлместӗп, сэр, — терӗ Джон Мангльс. Акӑ вара вӗсем иккӗш те, пӗтӗм пӳлӗм те, пӗтӗм тенче те ҫийӗнчех темӗнле чӑтмалла мар киленӗҫлӗ, ҫав тери вӗри аташупа тулса ларчӗҫ, Минтерӗн шурӑ лаптӑкӗнче Ромашов ҫеккунтлӑха хӑй ҫывӑхӗнче, питӗ-питӗ ҫывӑхра, Шурочкӑн ӑссӑрла телейпе ялтӑракан куҫӗсене юмахри уҫӑмлӑхпа ярт-уҫҫӑн курчӗ те ун тутисем ҫумне ҫӑткӑнлансах ҫыпӑҫрӗ… Кун хыҫҫӑн ӗнтӗ ҫакна тавҫӑрса илесси те йывӑрах мар: Маша, хӑй ун пек шутламан пулин те, ӑна юратма пуҫларӗ. Вӑл Николайпа Андрей хушшинче темӗнле пӗрлӗх пуррине туйрӗ. Юлашки кунсенче пирвайхи хут тӗл пулнӑ чӑн-чӑн ҫимӗҫе, юр айӗнчи пылак-йӳҫеклӗ ҫырлана ҫинӗрен, унӑн варӗ пӑтӑрса ыратма пуҫларӗ. Унтан эпир сулла шыв кукринчен кӑлартӑмӑр, ҫыран хӳттипе майӗпен ишсе, утравӑн анат вӗҫӗнчен ҫаврӑнтӑмӑр — ҫак хушӑра пӗр сӑмах та калаҫмарӑмӑр. Сывлама йывӑр, сывлӑшра кислород сахалланчӗ. Мӗн тумалла ӗнтӗ вӗсен, улмине ӑҫта пӗҫермелле, мӗн ҫимелле, ӑҫта каймалла? Рельссем хурас ӗҫе ултӑ пӗр тан пая уйӑратпӑр. Кашни ушкӑна пӗрер пай паратпӑр. Январӗн пӗрремӗшӗнче пур ӗҫсене те туса пӗтермелле. Пӑти сиккеленет-ха, — кӗсменпе пӗрре ҫапма юрать-и? Вӑл, хӑйӗн ӗҫӗпе ҫав тери аппаланнӑ пирки, эпӗ пырса тухнине те асӑрхаймарӗ. Кайран вӑл лӑпланнӑ, хӑйӗнчен хӑй кулса та илнӗ, кун хыҫҫӑн кун ӗҫсӗр ирттернӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен темле вӑйлӑскер, ятсӑрскер, хӑй парӑнтарайман япала унӑн ӑшчиккинче, тула тапса тухасшӑн пулса, вӗреме пуҫланӑ. Юратӑвӑн юлашки ҫак хӳтлӗхӗнче Лосьӑн хӗрлӗ мӑк тӑлпамне, тусана-кӗле, ура йӗрне ҫемҫе кӑмӑллӑн, черченнӗн чуп тӑвас килет. Унтан: «Анчах лайӑхрах шухӑшласа пӑх-ха, хӑвӑн тӑванусем мӗн калӗҫ, вӗсем енчен чару ҫук-и?» — терӗ. — Вӗсене санпа паллашни усӑллӑ пулӗ, — тенӗ, унтан вӑл Павела аллисемпе ҫавӑрса илсе, столовӑй урлӑ хӑй пӳлӗмне илсе кӗнӗ. — Сирӗн преосвященство… Калама ирӗк парӑр-ха… Ӳкӗнӗр эсир унта кайнӑшӑн. Мӗн тери нумай вӑхӑт иртрӗ унтанпа! — Нумай мар, мистер Стумп. Воропаев вӗсенчен хӑйсемпе мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама ыйтрӗ: — Хӑвӑрах пӗлетӗр, эпӗ пурне те пӗлме юратакан ҫын мар. — Анчах Инсаров господин сире ун ҫинчен каласа кӑтартман вӗт? «Маттур, ывӑлӑм! тупата туршӑн маттур! Июнӗн 25-мӗшӗнче аслӑ мганнга хӑй Казондене ҫитнине шӑнкӑравсен янӑравлӑ сассипе пӗлтерчӗ. Киева кам илнӗ? Ун сассинче ыратни те, тарӑхни те, хӑрани те палӑрчӗ. Ӑна ӗнтӗ, тӳррипе каласан, лейтенант путарчӗ-ха, мӗншӗн тесен манӑн ытла ҫывхартса пӑрахнӑ торпеда карап аяккинче михӗ турӗ те «сулахаялла пӑрӑнчӗ». Ҫылӑх каҫаракан чиркӳсем пӑлхав саракан вучахсем пулса тӑнӑ. Эпӗ ҫӗр ҫине выртса унӑн урин чӗрнине чуптума тытӑнасшӑнччӗ, анчах вӑл хӑйӗн урине ман тута патне хӑпартса маншӑн пысӑк чыс турӗ. Ҫула май вӗсем пӗлменнине темиҫе сӑмахпа каласа хӑварни те ҫителӗклӗ пулнӑ пулӗччӗ. — Ҫапла каларӗ те Кирила Петрович пӳлӗмрен тухрӗ, пӳлӗм алӑкне питӗрсе хӑварчӗ. Анчах сунарҫӑн чикӗсӗр вӑйлӑ туйӑмӗ тата чи кирли — кит ҫӑвне ытларах хатӗрлесе, Джемс Уэлдонӑн Вальпараисӑри обязательствисене пурнӑҫлас хӗрӳллӗ кӑмӑл — ҫаксем пурте хӑрушӑ сунара каймах хистерӗҫ. Комков тӑчӗ те, ал тытмасӑрах, сывпуллашрӗ. Ӑна хӑйне вӗлерме пултарни унӑн асӗнче те ҫук. Пӑр ҫине каяр-и? — Серьга! Нимӗн те — чуна килӗшмест… Анчах эпӗ вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса тӑмастӑп, вӗсем — масса. Ҫав вӑхӑтрах чӗрӗ пурнӑҫпах пурӑнать. Вӑл ҫапла пурӑнни хӑрушӑ та ӗнтӗ. Чӗнмелле марччӗ манӑн, анчах эп чӑтаймасӑр ыйтрӑм: — Мӗн чухлӗ? Виҫӗ пират ҫинчен эпир урӑх нимӗн те илтмерӗмӗр. Ҫав пурӑнӑҫ ӑна кашни ҫуллен, кашни сехетрен ӑнланмалларах пулса пынӑ, ӑна хӑй патнелле чӗрене савӑнтарса туртнӑ. Пӗрремӗш рангри военврач председатель вырӑнӗнче ларнӑ. Мӗншӗн интересленетӗр эсир унпа? Ман телее пула, салтаксем ҫав историе пӗтӗм картишӗпе, пӗтӗм урамӗпе пит хӑвӑрт сарса янӑ та каҫпа вара, мачча ҫинче выртнӑ чухне, эпӗ аялта Наталия Козловская кӑшкӑрнине илтрӗм. Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт пичче кӑткӑ йӑвинчи чи ҫӳлти сентресен ярӑмне хӑпарчӗҫ. Хӑйӗн пӳлӗмне ансан, Артамонов, чӳрече умне пырса тӑрса, шухӑша кайрӗ: ывӑлӗпе аван мар пулса тухрӗ унӑн. — Ачашласа иртӗхтертӗм эпӗ ӑна. Хулара пултӑм, тет, унта ӗҫ-пуҫ питӗ начар иккен. — Халех, сэр! Анчах ачан шиклӗ хусканӑвне амӑшӗ ку хутӗнче те асӑрхамарӗ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗсем ҫурхи илемлӗ сӑнсем ҫине тинкернӗ. Эпӗ ӑна ӗҫлени ҫинчен хавасланса каласа кӑтартрӑм, вӑл мана итлесе пӗтерчӗ те ассӑн сывласа илсе йӗрӗнӳллӗн каласа хучӗ: — Ухмах. Андрей, унӑн йӑмӑх-хура йӑлтӑркка ҫӳҫ ҫыххипе сулӑмланнӑ танлӑ пуҫӗ ҫинелле, нимӗн шарламасӑр, айӑккӑн пӑха-пӑха илкелерӗ. Хаҫатсем тӗрӗс ҫырнӑ. Хыртан тунӑ сӗтел ҫине икӗ ҫурта ҫутса лартрӗҫ, сӗтелӗн пӗр енче — виҫӗ улӑм пукан, тепӗр енче — табуретка тӑрать. Эсир ӑнланатӑр-и? — Пӗлетӗп. Хӑй вунпилӗк ҫул тултарсан, Оленин пӗр вӑхӑт хушши Ванюша вӗренткелесе те аппаланнӑ, ӑна французла вулама вӗрентнӗ. Ванюш вара ҫакӑнпа мухтанмаллипех мухтаннӑ. Халь те вара Ванюш, екки янӑ самантсенче, французла сӑмахсем перкелешсе илнӗ тата ун чухне яланах айванлӑн кулнӑ. Вӗрентекен ҫавӑн пек калаҫни мана кӳрентерчӗ. Манах Тихонпа тем пирки килӗшмен, анчах вӗсем, тавлашман пулин те, пӗр-пӗрин ҫине кӑмӑлсӑр пулса мӑкӑртатнӑ, иккӗшӗ те пӗр-пӗрин тӗлӗнчен суккӑр ҫынсем пек иртсе ҫӳренӗ. Мӗскӗн калмыкӑн пуҫӗ комендант умне пырса ӳкрӗ. Анчах, мӗн те пулин пуласран тесе эпир апат-ҫимӗҫ виҫӗ ҫынна валли 30 кун ҫимелӗх илсе тухрӑмӑр. Хамӑрпа пӗрле примус, ракетница, ракетӑсем, пӑшал, патронсем, кӗреҫесем, палатка тата пуртӑ илтӗмӗр. Светлана Чирикова Ковровӑн секретарӗ пулать. Кунта халӗ фронта каякан составсем кӑна ҫӳренӗ, вӗсемпе ҫар ҫыннисем столицӑран тухса кайса, пӗр-икӗ сехетренех хӑйсен оборонӑра тӑракан дивизийӗсен иккӗмӗш эшелонӗсене ҫитнӗ, тата электрически поездсем кашни ҫур сехетрех хула ҫывӑхӗнче пурӑнакан рабочисене тата хулана сӗт, ҫырла, кӑмпа, пахча-ҫимӗҫ илсе килекен хресчен хӗрарӑмӗсене платформа ҫине кӑларса янӑ. — Сирӗн яланах шӳт тӑвас шухӑш, — терӗ Николай Артемьевич ӑна хирӗҫ. — Половцев тата леш… хӑнчӑр куҫли. Унран лайӑхраххи мӗн пултӑр-ха тата? — Тырӑ сӑвӑрмалли машинӑн ҫак пайӗ сана питӗ те кирлӗ-и? — интересленсе ыйтрӗ Федотка. — Лихоран каҫару ыйтмалла санӑн. Чӗрӗ чӑрӑш вутти кӑмакара ҫунасшӑнах мар, чӗрӗлмесӗр йӑсӑрланса выртать. Юн курнипе вӑл ачана чунтан хӗрхенсе илчӗ, хӑйӗн пӳрнисем нӳрлӗрех ӑшша туйсан, хӑраса чӗтреме тытӑнчӗ. Салхуллӑн пӑхать вӑл. Сасартӑк типӗ, вӗри ҫил вӗрме тытӑнчӗ, вӑл хаяррӑн чашлатса шӑхӑрчӗ, йывӑҫсем ҫинчи типнӗ ҫулҫӑсене, хырсемпе чӑрӑшсен пӗлтӗрхи сарӑхса кайнӑ йӗпписене лӑскаса антарчӗ, хӑйӑра пӗлӗт пек ҫӳлелле ҫӗклерӗ, ӑна турпассемпе, сӳс хухисемпе, тӗксемпе пӗрле ҫӗр ҫийӗпе вӗҫтерчӗ, тӗке-тӗке, ҫынсем ҫинчи тумтирӗсене сӳсе кайма хӑтланчӗ, вара вӑрмансене кӗрсе кайса, унти пушарсене пушшех те хытӑ алхастарса ячӗ. Ҫӗре вӑл чашӑк пек тӳрем тунӑ. Кунта — тип ҫӗр, ун хӗррипе йӗри-тавра пӗтӗм тӗнчери океан юхса выртать. Пӑртак чӗмесӗр пычӗ те тата ҫапла каларӗ: — Эсир ӑна шыраса тупсан, сире мӗн чухлӗ тав тӑвать вӑл, сэр! Ачаранах шкул аллине панӑ ҫамрӑксем ял тенине кӗске вӑхӑтлӑх каникулсенче кӑна курнӑ; ҫавӑнпа вӗсем халӑха улпут-ашшӗсем пекех тӗплӗн пӗлмен. Каҫ пулсан, кимӗ ҫине ларса, каялла ишмелли кӑна юлать — мӗн тӑвӑн урӑх? — Кирек мӗн пулса иртсен те сирӗншӗн пурпӗрех эппин? — тесе ыйтрӗ маркиз. Разметнов час-часах Марина шупка-хӗрлӗ йытпырши аврипе ҫыхланса пӗтнӗ тулӑ улӑмне сенӗкпе виҫшер пӑтӑн тире-тире илсе йӑтнисене, лобогрейка ҫинче ларса пынӑ чухне вӑл машинӑн шатӑртатакан ҫунаттисем айӗнчен ҫулса пӑрахнӑ тулли пӗрчӗллӗ урпа валемӗсене ыткӑнтара-ыткӑнтара хӑварнине вӑрттӑн савӑнса пӑхса тӑрать. Яковӑн куҫӗсем хуралса килчӗҫ, вӑл ӗнтӗ тетӗшӗпе пиччӗшӗ мӗн ҫинчен калаҫнине те итлеме пултараймарӗ. Хӗпӗртесе кайнӑ Андрей ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле антарса лартрӗ. — Анчах, ҫапах та, эпир сана пӗччен хӑвармастпӑр, — ҫирӗппӗн каларӗ Риккардо. Ҫав хура стенасем ҫинче пӗтӗм ҫӗркӑмрӑк тапхӑрӗн историйӗ палӑрса юлнӑ; кӑмрӑк сийӗсене сӑнаса геолог ку тапхӑрти ҫутҫанталӑк тӗрлӗ майпа аталанса улшӑнса пынине ҫӑмӑллӑнах пӑхса тухма пултарать. Халӗ ӗнтӗ ҫав йӑнӑша хирӗҫлеме никам та, ҫав шутрах эсӗ те, пултараймастӑн. Эсир хӗвеланӑҫ енче йывӑҫ тӑррисем куратӑр-и? Тӗлӗннипе ҫӑмӑллӑн ахлатнӑ сасӑ суккӑр каланине хирӗҫ панӑ ответ пулчӗ, вара хӗрача сасси ҫав самантрах уҫӑ кӑмӑлпа ҫапла хушса хучӗ: — Мӗн тери аван! — Эпӗ вӑт уксахлатӑп. Техас хӗррине ҫитиччен каймалла пулсан та, эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗпех. Акӑ эпӗ юханшывран уйрӑлатӑп, тундра, вӗҫӗ-хӗррисӗр шурӑ юрпа витӗннӗ тундра пуҫланса каять, кунта вара пӗр хура пӑнчӑ та кураймастӑн, куҫпа нимӗнле япала тӗлне те пулаймастӑн… Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ырӑ мар тӗлӗк курнӑ хыҫҫӑн вӑранса каяс тесе, мӗн те пулин аса илме тӑрӑшнӑ пек шухӑшла-каласа пӑхас килет пулин те, текех ӗнтӗ вӑл-ку ҫинчен шухӑшламастӑп. Эпӗ хавхаланса кайнипе итлекенсем ҫинчен те манатӑп, анчах — нумайлӑха мар; хӗрарӑмӗсем нихҫан та пароходпа ҫӳресе курман, вӗсем мантан ыйтаҫҫӗ: — Ҫапах та, хӑрамалла пуль-ҫке? — теҫҫӗ. Унӑн сӑнӗ ҫав териех улшӑннӑ. Юрӑ сӑмахӗсем Иван Боримечка чӗрине ҫӗҫӗпе тӑрӑнтарнӑ пек пулчӗҫ. — Чӗрепе мар, ӑспа вӗт? — терӗ те Патька, хӗрелсе кайрӗ. Тӳпере кӗрленӗ сасса илтсен тин тӑна кӗчӗ Андрей. — Эсӗ ҫаплах университетра вӗренме хӑвӑн юлташусем патне таврӑнӑн, манӑн та ку хӗлте ӗҫ питӗ нумай пулать. Агитколонна бригадине Войсковой хуторне чӗнсе илчӗҫ, анчах Нагульнов ыйтнипе, Ванюшка Найденова Кондратько ака туса пӗтериччен Гремячирех хӑварчӗ. — Утмӑл пин ливр — пуянлӑх-ҫке вӑл. Сӑмах дуэль пирки пулсан вара — эпӗ сирӗн секундант, сирӗн интерессем маншӑн ҫав тери хаклӑ!.. Мери тухмарӗ, чирленӗ. Ку таранччен унӑн хӑрас шухӑш пулман; ҫав хӑравҫӑ чӗрчунсенчен вӑл йӗрӗннӗ ҫеҫ. Хӑйӗн ҫемҫе кӗҫҫе туфлисемпе хӗрарӑм пӗр сасӑсӑр утать, Воропаев вӑл хӑйне пӗрле пынине те сисменпе пӗрех. Хӗрарӑм сывлани кӑна такам унпа юнашар пынине аса илтерет. Маншӑн ҫав-ҫавах пулнӑ, ҫавӑнпа эпӗ ытла теветкеллӗ хӑтлантӑм, ҫитменнине тата кӑштах усал ӗҫ те турӑм… Туземецсене тавӑрас шутпа вӑл мушкетран темиҫе хутчен персе илнӗ, ҫапах та вӑл туземецсене нимӗнле сиен те тӑвайман пулас. — Эккей! — Яр-ха. — Эпӗ мӗн пултарнӑ таран пурне те турӑм. Анчах ман юрату чӗрем ҫумне ӳссех ларнӑ-мӗн: вӑл хуралса кайнӑ, ҫапах та сӳнмен. Анчах та амӑшӗ ҫывӑрманччӗ, ҫавӑнпа та, Николай тухса кайсан, вӑл пӑшӑрханса:— Хӑратӑп эпӗ унран! — терӗ. Чылай вӑхӑт ҫапла пытӑмӑр эпир, юлашкинчен леҫник чарӑнчӗ: — Киле ҫитрӗмӗр ӗнтӗ, барин, — терӗ вӑл, лӑпкӑ сасӑпа. Петр урӑх сӑмахсем кӗтнӗччӗ. Эпӗ кӳме ҫине пуринчен малтан ыткӑнтӑм та хыҫала вырнаҫса лартӑм. — Санӑн ӗнтӗ йӑли ҫапла… митингри пек кӑшкӑрашмалла… — каллех яшкине сыпма тӑрса, пӑшӑрханса каларӗ Давыдов. Карап ҫинче вӑл тинӗс ӗҫне вӗренме пуҫланӑ — ӑна ӗнтӗ ачаранах вӗренмелле. Гаваньре Лаггнегга каякан пӗр карап та пулмасть. Эрех черккине ҫӳлелле ҫӗклесе, вӑл анне черкки ҫумне чанклаттарчӗ, унтан: «Урра!» тесе кӑшкӑрчӗ. Давыдов пуҫне сӗтел ҫине ӳпӗнтернӗ те, куҫӗсене хӗсӗнтерсе, каҫса кайсах кулать. Хам сисмен хушӑрах эпӗ ҫак ырӑ ҫемьене хӑнӑхса ҫитрӗм; гарнизонри хӑрах куҫлӑ поручик Иван Игнатьичпа та килӗштерекен пултӑм. Нивушлӗ, ҫак ҫӗр айӗнчи тӗнчере пушӑ хирти пек ҫыран хӗрринче этем те пурӑннӑ-ши? Заметкӑна вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Мировольский лётчик ҫине тӗлӗнсе, ҫав вӑхӑтрах ӑна хисеплесе пӑхрӗ. Эпир бухтӑна кӗтӗмӗр, кунта та пирӗн умма ҫав сенкер те кӗрен ир пекех юрпа витӗннӗ хула куҫ умне тухса тӑчӗ. Залра шӑп пулчӗ, темиҫе ҫеккунт хушши амӑшӗн хӑлхи перо хут тӑрӑх хӑвӑрт шуса чӗриклетнине тата хӑйӗн чӗри тапнине ҫеҫ илтрӗ. Ӗлӗкхи «Элит» кино конторинче кӑвак ҫӳҫлӗ ватӑ армянин, хураскер, хырӑнман, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын ларса тӑратчӗ — кунта халӗ районти ПВХО штабӗ вырнаҫнӑ иккен. Ивинсем вырӑнне алӑка уҫнӑ ливрейӑллӑ алӑк хыҫӗнче икӗ хӗрарӑм курӑнчӗҫ: пӗри пысӑк, хӑнтӑр ҫухаллӑ кӑвак салоп тӑхӑннӑ, тепри пӗчӗккӗ, пуҫ тӳпинчен ури тупанне ҫити симӗс мӑн тутӑрпа пӗркеннӗ, ун айӗнчен ӑшӑ пушмаклӑ пӗчӗкҫӗ урасем кӑна курӑнаҫҫӗ. Чӑн та — ӑнланмастӑп эпӗ. Фома ҫакна та сӑнанӑ: Люба, тетӗшӗ каторга ҫинчен каласа панӑ чух, шӑп алӑк патне ҫитнӗ пулнӑ. Хӑш чух вӑл ҫывӑрса кайнӑ пекех туйӑнать мана, эпӗ вулама пӑрахатӑп та эсрелӗ кӗнекине пӑхкалатӑп — ытла та вӑл мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Кун пирки Лизӑн питех те калаҫас килсе кайрӗ, анчах кӳрентерес мар тесе, хӑйне хӑй чарчӗ. Вара ҫак хӗрарӑм Николая хӑйпе пӗрле ертсе тухса кайрӗ. Пире пӗкӗ пекех автӑр вӑл,Кулса савӑнасшӑн пурӑнас, Кам урӑхла пурӑнать — ухмах вӑл!.. — Эпӗ… хамӑн аманнӑ упӑшкама… пӑрах… ирӗк памастӑп… — терӗ те леш Сталинградшӑн медаль илнӗ Огарнова ыталаса илчӗ, анчах лешӗ хӗрарӑмӑн аллисене ҫавӑнтах сирсе ячӗ, вӑтанчӗ. Хуравлас вырӑнне, Смолин темиҫе ҫекунд хушши сӗткенлӗ, анчах ҫуйхӑмсӑр сулхӑн кулӑпа кулса тӑнӑ, унтан вӑл, старике кӗскен ҫеҫ:— Э, ҫитӗ-ҫке… — тесе хунӑ. — Апла пулсан, ыран ирхине, — тет те консультацие ертсе пыракан мӑнтӑр профессор, ура ҫине тӑрать. Эпӗ те акӑ астума пултарнипе асапланатӑп. Ман шутпа ҫакнашкал инкек хыҫҫӑн мӗн пурри йӑлтах улшӑнмаллаччӗ; пирӗн пурнӑҫ йӗрки яланхилле пулни унӑн ятне хисепе хуманнине пӗлтернӗн туйӑнчӗ, вӑл ҫуккине ытла та уҫҫӑн аса илтерсе тӑчӗ. Шалт тӗлӗнсе кайӑн. Ҫынсен чӑтӑмӗ пӗттӗр-ха тесе кӗтет вӑл. Ӗненмен пек те пулчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах унӑн шанас ӗмӗчӗ те палӑрчӗ. Николайӑн шатраллӑ пичӗ ҫине хӗрлӗ шатра персе тухрӗ, пӗчӗк кӑвак куҫӗпе вӑл пӗрмай офицер ҫине пӑхрӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те пирӗн. Вӑл хӑйне Сид тесе йышӑнтарчӗ те манӑн ӗҫ-пуҫа пӗтӗмпех ҫӑмӑллатса пачӗ. Хӳшӗ кӗтессинчен Андрей тухрӗ. Ҫынна хулпуҫҫинчен пуҫласа аяла ҫитичченех касса ҫурса пӑрахма пулмасть-ҫке, пулмасть! Арӑм сывах марччӗ, леш эсрел тухтӑрӗсем ӑна ача ҫуратма юрамасть терӗҫ, ҫие ан юлтӑр тесен, мӗн тумаллине вӗрентрӗҫ. — Пӗлетӗн-и эсӗ? Пӗрре пырса ернӗ йытӑ Джонни Миллер патӗнче лӑпах ҫур ҫӗр тӗлӗнче уланӑ, тет, — унтанпа ике эрне ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче вӗҫекен каяк та ун патне пӳлӗме веҫсе кӗнӗ, пусма карлакӗсем ҫинче ҫав каҫ юрласа ларнӑ, ҫапах та ку таранччен ун килӗнче никам та вилмен. Караван хыҫҫӑн курӑнмасӑр пытӑр вӑл, вара, кам пӗлет, тен… Мана: «Нумай пулать-и ҫынсене нимӗншӗнех йывӑҫран ҫака-ҫака хуратчӗҫ?» тесе хирӗҫ тӑма пултараҫҫӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫӳлте-ҫӳлте, анчах хытах йӑлкӑшмаҫҫӗ вӗсем; ҫӗрӗ пӑч тӗттӗм — куҫран чиксен те курӑнмасть, — тупӑ кӗпҫисенчен йӑлтлатса тухакан ҫутӑсемпе ӳке-ӳке ҫурӑлакан бомба ҫутисем кӑна самантлӑха ҫутатса илеҫҫӗ таврари япаласене. — Ҫук, ҫук! — чалӑш куҫӗсене хаяррӑн хӗстерсе кӑшкӑрса пӑрахрӗ Марина. Вӑл та ҫутҫанталӑка куҫпа курса ӳкернӗ вӗт-ха? Артамонов, аллисене саркаласа, таҫталла ишсе пырса мӗкӗрчӗ: — Шӑна… Халӗ те пулин акӑ, ҫурхи каҫӑн ҫурма тӗттӗмӗнче пӗр-пӗччен пынӑ чух, вӑл ҫав иртнӗ намӑслӑхшӑн каллех, тепӗр хут намӑсланса, хӗрелсе кайрӗ. Суккӑрсем каллех пӗрин хыҫҫӑн тепри майлашӑнса шоссе тӑрӑх утрӗҫ. Ну, нимех те мар, хуҫа пӗлес ҫук. Эпӗ ҫилленместӗп. — Кимӗ ҫинчен, иккӗн пулсан, яланах пӗри кӗсменпе ишет, тепри хӳрине тытса пырать. Вӑл — хӳшӗ пулнӑ, ӑна йывӑҫ майлӑ юкка вуллисене ҫурмалла ҫурса, вӗсене тӑпра ӑшне тӑратмалла ҫапса тунӑ. — Ну, ҫапса ҫурнӑ пуҫпа вуланӑ ҫӗрте ларасси вӑл — ухмахла ӗҫ… Пӗррехинче эпӗ пиллӗкмӗш класра вӗренекенсен пухӑвӗнче пулсаттӑм, вӗсем вӗренме ҫӳремелле-и, ҫӳремелле мар-и, ҫавӑн ҫинчен калаҫатчӗҫ. Унӑн судьи пулма эсӗ ӑна ытла та ҫывӑх тӑван. — Эпӗ халӗ сирӗн имение сиртен начар мар… пӗлетӗп ӗнтӗ. Вӑл манпа юнашар тӑчӗ, эпӗ ун ҫине пӑхса унпа калаҫрӑм, — халӗ акӑ вӑл инҫетре-инҫетре чухне ҫаксене аса илме мӗн тери йывӑр! Шӑпах ҫав юпа кутӗнче суккӑр ыйткалакансен ушкӑнӗ ларать (сывӑ куҫлӑ конкурентсем вӗсене «тупӑшлӑ» вырӑнтан аяккарах сирнӗ). Тупӑран переҫҫӗ, пулас, акӑ татах персе ячӗҫ, акӑ татах салтаксем — пиллӗк, улттӑ, ҫичӗ салтак, пурте умранах ирте-ирте каяҫҫӗ. Анчах пӗр шанӑҫсӑр ан юлӑр. Эсӗ мӗн, сана алӑпа сулакансене пурне те ҫирӗп юрататӑн-им? Николай пӗр кӗленче спирт илсе килчӗ, сӑмавара кӑмрӑк ячӗ те ним чӗнмесӗрех тухса кайрӗ. Чертокуцкий никамран именмесӗр малтан мала тухса пычӗ, сасси те ун кӑмӑлӗ тулнипе ҫемҫен илтӗнчӗ. Кӳршӗн приказчикӗ тин анчах мар ун патӗнче служить тӑватчӗ; вӑл сут тума ҫивӗччӗн пултарать тесе шутлатчӗҫ, анчах пӗрре тытӑнсан татти-сыпписӗр ӗҫнипе аптӑратчӗ; ӗҫме пуҫланӑ вӑхӑтра хуҫа ӑна хӑваласа яратчӗ, унтан ҫав чее куҫлӑ начаркка та имшер ҫынна каллех хӑй патне илетчӗ. — Питӗ лайӑх, питӗ лайӑх, — пӳлчӗ Санин ӑна: — кун ҫинчен шутласа пӑхмалла… — Каҫарӑр, — терӗ Дубровский, — мана чӗнеҫҫӗ, пӗр минут та мана пӗтерме пултарать. Эпӗ ҫав туйӑма тепре тӳссе ирттересчӗ темӗттӗм; анчах ҫав туйӑма нихҫан та тӳссе курман пулсан, хама телейсӗр ҫын вырӑнне хунӑ пулӑттӑм. Ӑҫта усран-ха эсӗ ӑна? Вара хӑйӗн именине таврӑнчӗ. Мартини тӗлӗнсе:— Кардинал? — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ганс ҫӗклесе пыракан тепӗр аппарата та ӗҫе кӗртрӗмӗр. Хӗрача япӑх тухать санран, анчах арҫынсене тыттарма пултаратӑн эсӗ. Анчах хыттӑнах каламан сӑмахсем хыттӑн каланисенчен лайӑхрах марччӗ; ман дама унпа тӑшманла пурӑнатчӗ, мӗншӗн ӑна тӑшманла пӑхнине эпӗ ӑнланмастӑм, ҫавӑ мана питех те асаплантаратчӗ. Викторушка каласа кӑтартатчӗ: ҫурҫӗр иртсен киле тавӑрӑннӑ чух, вӑл Королева Марго спальнин чӳречи витӗр пӑхнӑ та курах кайнӑ: Королева Марго пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ кушетка ҫинче лара парать, тет, майор чӗркуҫленсе ларса ун ура чӗрнисене касать те вӗсене губкӑпа шӑла-шӑла илет, тет. Вӑл ешӗл чӑтлӑхалла тинкерчӗ, унтан старик ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Эпӗ, нимӗн шухӑшламасӑр, юханшыв ҫине пӑхнӑ май хамӑн куҫҫулӗсем шӑпӑртатнине асӑрхарӑм. Лось унпа юнашар картлашка ҫине ларчӗ. Наталья Савишна ҫаксене пурне те пӗр шарламасӑр итлет, унтан, документа аллине тытсан, ун ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илет, шӑл витӗр тем мӑкӑртаткалать те, алӑка шалтлаттарса хупса, пӳлӗмрен чупса тухать. Вӑл итлесе пӑхнӑ. Ҫапла вара, таса та аслӑ монархпа совет членӗсем хӑйсен чунӗпе эсир айӑплине пӗлсе ҫитнӗ пулсан, ҫакӑ ӗнтӗ, закон буквисем тӑрӑх форма енчен айӑплине кӑтартакан паллӑсем шыраса тупма кирли-кирлӗ маррине пӑхмасӑрах, сире вӗлермелле йышӑнма ҫителӗклӗ. Каҫхине тепӗр ҫынна килсе хупрӗҫ. Эпӗ корольпе калаҫнӑ чухне: патшалӑха тытса тӑрас ӑсталӑх ҫинчен пирӗн темиҫе пин кӗнеке те ҫырнӑ, терӗм. Ҫапла каланине эпӗ вӑл ырласса кӗтнӗччӗ, анчах король пирӗн ӑс-хакӑлсем ҫинчен пит хурласа каларӗ. Платформа патнелле ҫывхарса пынӑ чух станци умӗпе пӗр чарӑнса тӑмасӑрах ҫар эшелонӗ иртсе пынине асӑрхарӗҫ. Хамӑр ӑҫта чарӑннине каласа парсанах, вӑл мана «унта усал ҫынсем пурӑнаҫҫӗ!» — терӗ. — Ӑна, манӑн кӑйкӑрӑма, хӑвар янӑ сивӗ ҫӗрсенче шырамалла… — Пӑрах суйма, — ҫавӑн пекех лӑпкӑн, хӑйне хӑй питӗ лайӑх тытса каларӗ Макар. Унта — ҫӗрпе пӗлӗт пур та, унтан — эпӗ пур. Куҫа ӑнсӑртран курӑннӑ мӗлке пек, вӑл ҫынсен пуҫӗсем ҫийӗпе иртсе кайрӗ те, виҫӗ кустӑрмипе те пӗр харӑсах ҫӗре тӗкӗнчӗ. Ырӑ каҫ пултӑр, Лу. Джон Мангльс храмран чи кайран тухса, хӑйсем ӑҫтан тарнине ҫавӑнтах ан сисейччӗр тесе, шӑтӑка урайне сармаллисемпе лайӑх витсе хӑварчӗ. Эпӗ хама унпала ӗлӗкхи пекех шӳтлӗ тыткаласа мӗскӗнленесшӗн пулмарӑм, ҫав вӑхӑтрах унпа тӳррӗн те ним пулман пек калаҫма хам ӳссе ҫитейменнине туйрӑм. Унӑн хӑрушлӑха хӑнӑхнӑ шӑнӑрӗсем халӗ ӗнтӗ лӑпланса ҫитнӗ. Власть пӗтӗмӗшпех ун аллинче пултӑр! Ӑслӑ пултӑр вӑл! — Ахальрех? Пӗчченех юлатӑп.» Куҫ курнӑ таран пур еннелле те сарӑлса выртать ҫак хӗрлӗ шыв. Пӗтӗм уй-хире танксен гусеницисем йӗрлесе, йӑрӑмласа пӗтернӗ, сысна кӗтӗвӗ йӑштаса тӑкнӑ пек, снарядсемпе минӑсем ҫӗмӗрсе, алтса тӑкнӑ. Трапран вӑрӑм труба курӑнчӗ. Ун хыҫӗнчен Паганель пырать. Унтан вӗҫӗмсӗр ҫумӑрпа юр ҫӑвакан кунсем пуҫланса кайрӗҫ. Ватӑ Клош-Кван вилсен ӑна ӑру пуҫлӑхӗ тӑвасчӗ тенӗ сӑмах ҫӳренӗ. Ҫакна шута ил, Ҫемен тусӑм, «Красный луч» колхозникӗсем — пирӗн социализмлӑ уй-хирӗн ҫав тери тӳрӗ кӑмӑллӑ ӗҫченӗсем, ҫавӑнпа эсӗ вӗсене шанманни вӗсене ҫеҫ мар, мана та, колхоз председательне, кӳрентерет! Трамвай управленинче бюрократизмпа волокита калама ҫук вӑйлӑн сарӑлса кайни ҫинчен Дмитрий пире хӑй каласа пачӗ. — Эсир, — пуҫларӗ Анна Сергеевна: — ҫакна пӗтӗмпех хӑвӑр тӳссе курнӑ пекех калатӑр. Паляныця мачча ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан пин ҫурталлӑ лампӑна пӑшалпа персе ҫӗмӗрчӗ, лешӗ бомба пек лаплатса ҫурӑлчӗ те кӗленче ванчӑкӗсем ҫӗре вӗт ҫумӑр пек тӑкӑнчӗҫ. Кунта ҫынна пытарма илсе каяҫҫӗ иккен. Кӑштах вӑхӑт иртсен вӗсем вӑл врач иккенне, ҫартан демобилизациленнине, санаторинче каннине, халӗ чылайранпа курнӑҫман чирлӗ ҫын патне кайса курма шут тытнине пӗлчӗҫ. Унта тата Боб Тэннер, Джонни Миллер тата Джефф Тэчер пулнӑччӗ. Вӑл вӗсем ҫине нумайччен пӑхса ларчӗ те, Гленарван каланисем пурте тӗрӗс, урӑхла нимле те пулма пултараймасть, терӗ. Хӑшӗсем сасӑпа кӗлтунӑ, пусӑрӑнса илтӗнекен мӑкӑртату хумсен шавӗпе хутшӑннӑ: — Эй, турӑ, пилле!.. Ҫав сословие ҫӑкӑр-хӑпарту пӗҫерекенӗн ывӑлӗ Николай Коперник те кӗнӗ. — Кирек хӑҫан та эп пӗр пӗччен пулнӑ, сиртен урӑх мана никам та кирлӗ мар, тет. Чӑнах та, вӗсенчен пӗрне эпӗ ниепле те манаймастӑп. Аманнӑ урипе ярса пусса, аллине мӑнаҫлӑн малалла тӑсса, вӑл чӗтрекен сассипе ҫапла каласа кайрӗ: — Ылханлӑ ӑман! Неушлӗ сирӗнтен пӗри те пулин авланмӗ-ши вара? Сасартӑк Ганс сиксе тӑчӗ те ҫав хӑрушӑ пӑнчӑ ҫинелле пӳрнипе кӑтартса ҫапла каласа хучӗ: — Наlme. Ирхине, ҫичӗ сехет тӗлнелле, Давыдов ял Советне пынӑ ҫӗре, унта Гремячири чухӑнсем вунтӑватӑ ҫын пухӑнса ларма ӗлкӗрнӗ те иккен. Тухса кайнӑ чухне вӑл макӑрнине илтрӗм пулас эпӗ. Винтовкине ӳкерсе, урисене чӗркуҫ тӗлӗнчен хутлатса, Тимофей майӗпен, Макар шутланӑ тӑрӑх, месерле ӳкме пуҫларӗ. Анчах ниҫта та аякра автан авӑтни илтӗнмест: хулара та, унӑн ҫаратса пӗтернӗ таврашӗнче те тахҫанах ӗнтӗ пӗр автан та юлман. Вӑл ӗнтӗ ҫителӗклех урӑ пулнӑ, анчах ҫавна тумашкӑн унӑн паттӑрлӑх ҫитеймен. Юрать, ӑна пулӑшма Швабрин ҫитсе ӗлкӗрчӗ:— Иван Игнатьич эпир ҫураҫнине ырлать, — терӗ вӑл. Ӑна хальтерех пытарас пулать!» терӗм. Маркиз ыйткалакан хыҫҫӑн утрӗ. Пӑхатӑп та — сасартӑк йывӑҫсен хушшипе вут ҫути курӑнса кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ аванах вӑй илчӗ. «Дункан»! — тесе вӑл йӗрес патне ҫитнӗ сассипе кӑшкӑрса ячӗ, вара тӑватшар картлашка урлӑ сике-сике пусма тӑрӑх хӑйӗн каютине анса кайрӗ. Пӗтем класс пирӗн ҫине пӑхать, урок интереслӗ пулсан та (чукчасен йӑлисемпе пурнӑҫри йӗркисем), Кораблева никам та итлемест. Тепри, — хӗрлӗ пурҫӑн кофтӑпа тӗттӗмтерех юбка тӑхӑннӑ, илемлӗ пылак питне путӑр сапнӑ, ҫаврака, хура, сарлака куҫ харшиллӗ хулхурах сарӑ хӗрарӑм, — Ромашов патне пычӗ. Вӑл мӗлтлетсе ҫунать, вырӑнтан вырӑна куҫать! Шӑпрах! — тепӗр хут асӑрхаттарчӗ капитан. Петька та Ленинграда кайма хатӗрленет. Вӑл Кванзӑн — шӑп та шай Дик Сэндпа ун юлташӗсен малашнехи шӑпине татса панӑ Кванзӑн — сылтӑм ҫыранӗпе пынӑ, ку юханшыв Ломбе шывӗпе пӗрлешнӗ вырӑна ҫитнӗ. Ҫул ҫинче тыткӑна илнӗ ҫынсен караванӗсене тӗл пулса, Кассангӑна иккӗмӗш хут пынӑ, унтан февралӗн 20-мӗшӗнче тухса кайнӑ, Кванго урлӑ каҫнӑ, вара Кававере Замбези шывӗн бассейнне ҫитнӗ. Марья Николаевна Джемма ҫинчен аса илтернӗ чухне Санина кашнинчех лайӑх мар пулнӑ. Анчах та эпӗ ун ҫинчен хам тухса каяс умӗн ҫеҫ пӗлтӗм, Жуков ун чухнех-ха ячейкӑна ҫырса пама пулчӗ, анчах та паян кӑна ҫырчӗ. Ҫур ҫӗрте вӑл, Макар ертсе пынипе тата вӑл ӑнлантарса пынипе, малтанхи хут автансене итлерӗ, тепӗр виҫӗ кунтан вӗсем чӳрече янаххи ҫинче иккӗш юнашар выртрӗҫ, Ҫӑрттан мучи чунтан савӑнса ҫапла пӑшӑлтатрӗ: — Эй, турӑҫӑм, турӑҫӑм! Манӑн тата ытларах пурӑнас килет, Шурӑ Кашкӑрпа пӗрле ачана вӗрентсе ҫитӗнтерес килет. — Мӗн ӗҫ пирӗн унпа? — Иртерех! Калӑпӑр, арҫын пӗр-пӗр хӗрарӑма мӗн виличчен ыттисенчен ытларах хисеплесе, хакласа пурӑнать пулсан та, хӗрарӑмӗ, пӗр иккӗленмесӗр калама пулать, пурпӗрех урӑххине хисеплет. — Упӑшку мӗн ӗҫлесе пурӑнать? Пӗр паллӑ та хисеплӗ господин, эпӗ кунта пӗр уйӑхран кая мар пурӑнассине пӗлсен, кун хыҫҫӑн кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енче пилӗк лигра ларакан Глаббдобдриб ятлӑ утрав ҫине курса ҫӳремешкӗн кӑмӑл тумӑр-ши, тесе манран ыйтрӗ. Улпут патӗнче ӗҫлесе пурӑнакансем: сюртук, сӑхман, кӗпе тӑхӑннӑ ҫара пуҫ арҫынсем, аллисене ача тытнӑ, япӑх тумлӑ, йӑрӑм-йӑрӑм тутӑрлӑ хӗрарӑмсем тата ҫара ураллӑ ачасем крыльца патӗнче тӑраҫҫӗ, экипажсем ҫине пӑхкалаҫҫӗ, пӗр-пӗринпе калаҫкаласа илеҫҫӗ. Унӑн ҫемҫе аллисем сасартӑк ывӑлӗн мӑйӗ тавра яваласа илчӗҫ, пуҫӗ унӑн кӑкӑрӗ ҫине ӳпӗнчӗ, пӗтӗмпех шӑп пулчӗ. Пирӗн ӑна тав тумаллаччӗ. Ӗҫлессе анне малтанхи пекех больница япалисене ухатчӗ, кӑнтӑр апатне аннепе иксӗмӗр ӗҫлесе тупнӑ укҫапа йӑмӑк хатӗрлеччӗ. Эпӗ тӳрккес ҫын, Джим Гокинс, анчах бухтӑра карап ҫуккине куртӑм та, эпир хамӑрӑн вӑйя выляса янине ӑнланса илтӗм. — Сулахаййине — чӗре патне ҫывӑхрах. Мӗнле те пулин алла лекӗр тата! Хӑнасем ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Шурӑ тӗслӗ ҫырла эреххи нумай ӗҫнипе йӑлт хӗремесленсе кайнӑ, шӑрҫисем сарӑлнипе пач хура пулса тӑнӑ куҫлӑ, пӳрленчӗк хӗрлӗ туталлӑ Шурочка сасартӑк Ромашов патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ. Ҫав хушӑра суд палӑртса хунӑ срук иртсе каять, аппеляци параймасӑрах юлать. Вӑл Павела паллаймарӗ, каялла ҫаврӑнчӗ те:— Генька, кунта сан патна килчӗҫ, — тесе чӗнчӗ. — Ӗҫсем нумай-им? — ыйтрӗ Воропаев, калаҫӑва ӑна ыраттарма пултаракан ыйтусенчен аяккалла пӑрса ярас тесе. Артамонов, ҫилленсе, ҫаплах хӑйӗнне лӑрканӑ: — Эсӗ пӑх-ха, санӑн пурнӑҫри хӗрӗх ҫул хушшинче мӗн чухлӗ халӑх пуйса кайрӗ. Ҫапла, факторирен икӗ мильӑпа яхӑн инҫетре хӑйӗн хаклӑ мантикорине хӑваласа пынӑ чухне ученӑй ҫине сиксе ӳкекенни Геркулес пулнӑ. — Юрать пулӗ тетӗп… Вӗҫӗмсӗрех пӳлӗм тӑрӑх утать. Пурӗпӗрех: кунпа ӗҫлеме кӗрешетӗн-и, тарҫа, лавҫа кӗретӗн-и, урӑх тум тӑхӑнса яратӑн, чееленетӗн, анчах ҫулталӑкне пӗр хутчен те пулин ӑнсӑртран ӑна кураясчӗ, пусма ҫине ун уринчен юлакан йӗре чуптӑваясчӗ, ӗмӗрте пӗрре — о, мӗнлерех ӑссӑрла реххетлӗх! — ун платйи ҫумне сӗртӗнсе пӑхаясчӗ. Вӑл пӗр вӑхӑта шӑпланчӗ, унтан сӑмахне малалла тӑсса, — учитель, эсир йӑнӑш калатӑр: эпӗ никама та айӑпламастӑп. Халӗ пире хӑрушӑ мар, куна лайӑхах пӗлетпӗр. Виҫҫӗр-таватҫӗр утӑм анаталла кайсан, надстройка алӑкӗнче хунар ҫути йӑлтлатса илчӗ. Хурахсем, хӑйсем кимӗсӗр тӑрса юлнине ӑнланса, хыпӑнса ӳкрӗҫ пулас, халӗ вӗсен те ӗҫ-пуҫ Тернерӑнни пекех япӑх. Ҫакна туйса илчӗҫ ӗнтӗ вӗсем. Том Гекран ыйтса хӑтланас мар, терӗ. Мӗнле вара? Сана вӑл мӗнле пек туйӑнчӗ? Хӑй тухса каланипе тем териех савӑннӑ Ҫӑрттан мучи сак ҫине халсӑррӑн ларчӗ, тарланӑ ҫутӑ пуҫне ҫаннипе шӑлса илсе, хӑйпе юнашар ларакан Антип Грачран ҫапла ыйтрӗ: — Мӗнле, вӑйлӑ… критиклерӗм вӗт? — Чӑнах та эпӗ хама хам каллех сывӑ пек туйӑннине сисетӗп, мана ирхи апат парсан, эпӗ сывлӑхлӑ иккенне кӑтартма шухӑшлатӑп. — Тӑлӑх арӑм хушрӗ. — Ах турӑ, эппин вӑл урамрах пулӗ? Тем кӑна курса тӑрӑн! Хӗрсе тавлашакан ҫынсем кӑшкӑра-кӑшкӑра калаҫни каҫхи шӑплӑха ҫурса пӑрахать. Джим сиксе тӑчӗ, мӑйне тӑсса тавралӑха кӑштах тӑнларӗ те:— Кам унта? — тесе ыйтрӗ. Анчах темле тинкерсе пӑхсан та, таврара карап тавраш курӑнмарӗ. Тинӗс малтанхи пекех пуш-пушӑ. Сан шутупа, мӗнле хуравланӑ пулӗччӗҫ-ха мана? Ҫӳллӗ те ҫав тери самӑр, ҫу тулса ларнӑ арман хуҫи тата хупах хуҫи Лука Барский хӑрӑлтатакан хулӑн сасӑпа вӗсене йӑпатать: — Ҫынсем ытларах пулсан — тӑранма ҫӑмӑлтарах. — Мӗн суятӑн! Хӳри айне кутлӑх лексен, вӑл пачах ухмаха ерет, — йӑлӑннӑ пек каларӗ Осетров. Вӑл ҫивитти айӗнчен тухма пуҫларӗ. Ҫак чӗмсӗр ютшӑнчӑк ҫын матроссемпе хутшӑнмарӗ, хӑй ӗҫне вара аванах туса пычӗ. Ӗҫ таврашӗ те вӗсен ним те ҫук, ӗҫеҫҫӗ те уҫӑлса ҫӳреҫҫӗ ҫеҫ, — йӑпанса ҫеҫ пурӑнмалла! Дик Сэнд вӑйлах кулянма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, июлӗн 14-мӗшӗнче шыв ҫулӗ сасартӑк урӑх еннелле пӑрӑнчӗ. «Аха, молебен тума ирӗк памарӗ те — турри те ҫумӑрне антармарӗ!» — тейӗҫ. Денни ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи арҫын пулнӑ, унӑн шӑм-шакӗ те ҫитӗннӗ арҫынӑнни пекех пулнӑ. Черчен чӗрчун нимпе витерме ҫук япалапа тытӑҫса ӳкрӗ. Ай, ай, тӑванӑм, мӗнле-ха капла, э?.. Ҫак вӑхӑтра тепӗр Бубенчикова унтан тӗлӗнсе кайса ҫапла ыйтрӗ:— Кам ку? — терӗ. Акӑ эпӗ ӑна кӗлентӗр паратӑп, ман иккӗ юлчӗ. Михайло князь килменни пирки асӑнтӑр та, ун пирки мӗнех калӑн-ха… унӑн яланах мӑй таран ӗҫ; тата калас-тӑк, карчӑкпа ларасси ӑна кӑмӑллах та мар пулӗ? Эсӗ панулмие йӗппе шӑтаратӑн; ҫавӑ ӗнтӗ унӑн ҫаврӑну тӗнӗлӗ пулать. Анчах ҫак вӑхӑтра карчӑк та тухса тӑчӗ. — Дмитрий… — терӗ вӑл. Бекки ҫавӑн чухне ҫапла шухӑшланӑ: «Пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳресе, урипе тапса ярса Том питӗ ырӑ чунли ҫинчен каланӑ чухнехи пекех, атте урӑх нихҫан та мана ҫав тери ҫӳллӗ те чаплӑскер пек туйӑнманччӗ», — тенӗ. Ӗнӳне каялла тавӑрса пачӗҫ… Ан манӑр, савнӑ тусӑмсем, эпир экватор урлӑ шӑп кӑна вунпиллӗкмӗш ӗмӗрӗн юлашки ҫулӗнче Винсет Пинсон каҫнӑ тӗлтен каҫрӑмӑр, халӗ тата кӑнтӑр енчи широтан саккӑрмӗш градуснелле ҫывхарса пыратпӑр, ҫав широта ҫинче вӑл Бразилин ҫыранӗсем патӗнче чарӑннӑ. Вӑл хӑш вырӑнта тӑнине вӑхӑт ҫитиччен палӑртасшӑн пулман пулас. Вӑл ҫамрӑк Пойндекстер ҫине мӗнле пӑхнине эпӗ пӗлсе тӑратӑп. — Тархасшӑн ун ҫинчен ан калаҫӑр! — хӑрӑккӑн сас панӑ Фома. Хӑйӗн харсӑрлӑхне кура, вӑл тепӗр чухне бандитсен хури ҫине те ҫитсе таптать. Тепӗр уйӑхран Орликӑн хӑй бандине икӗ уездран илсе тухмалла пулчӗ. Тӑвӑр ункӑра вӗткеленме пуҫларӗ. — Корытов пултарулӑхне ҫухатнӑ. Анчах вӑл пӗччен… пӗр пӗччен… Пӑван ытла та хурланнӑ ҫын пек аллисене сулкаласа илчӗ. — Ҫавна пула скваттерсем ҫухалнӑ лашасене йӗр тӑрӑх кайса питӗ ҫӑмӑл шыраса тупаҫҫӗ. Походра пулнӑ хушӑра Андрей, ыттисем пекех, пит начарланса, хуралса кайнӑ, унӑн сухал ӳсме тытӑннӑ. Вӑл гильотина ҫинче вилме тивӗҫлӗ. Вӑл аялти ярӑмра, Геркулес пуртти ватнӑ «патша» путӑкӗпе кӑткӑ ҫӑмартисем выртакан пӗчӗк куҫсен ҫывӑхӗнче. Япалана майӗпен ҫӗҫӗпе чакаларӗ, пӳрнипе хыпаласа пӑхрӗ: «Хытӑскер, мӗн япала-ха вара ку?» терӗ вӑл ӑшӗнче. Ҫак юхӑмӑн хӑшпӗр пайӗсем Ҫӗр ҫинех вӗҫсе ҫитеҫҫӗ, унта вӗсем атмосфера сывлӑшӗн ҫиелти сийӗпе тӗртӗнсе сывлӑша ҫутатаҫҫӗ. — Стипендисем мӗнле тата? — Хуть ҫилленӗр, хуть ан ҫилленӗр Халл капитана, анчах вӑл хӑйӗн карапне тиркеме ҫук таса тытать, ҫавӑнпа эсир шырани кӑлӑхах. Пурнӑҫран тухса ӳкрӗҫ, вӗсем хӑйсене хӑйсем те ӑнланмаҫҫӗ! — Ну, Аннушка, яра пар, — тесе хушса хучӗ вӑл ҫавӑнтах, — турӑ санпа пултӑр, яра пар. Хоуик боцман вӗсене икӗ гарпунпа шӗвӗр вӗҫлӗ темиҫе вӑрӑм сӑнӑ пӑрахса пачӗ. — Каллех ашкӑнма! — теме ҫеҫ ӗлкернӗ Андрей. Ҫав илемсӗр, кичем ташша пӑхнипе мана йывӑр хуйхӑ пусса илнӗ пек пулать, салтак арӑмӗсем ҫинчен, кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсемпе кухаркӑсем ҫинчен, аскӑн йытӑсем ҫинчен лайӑх мар япаласем аса килсе каяҫҫӗ. Ку шухӑш ӑна кӑмӑллӑ пулнӑ, унра ашшӗ пирки ырӑ та вӗри туйӑм ҫӗкленнӗ. — Хамӑр мӗн акса хӑварӑпӑр-ха вара? Ҫӗрле вӗсем йӗлтӗрсемпе таҫта, куҫса ҫӳрекенсем тӑракан вырӑна пулас, кайса килчӗҫ. — Оля, пианисткӑпа юрласшӑн мар эпӗ. Сирӗнпе кӑна! Шӑп та шай темиҫе куна тӑсӑлакан уяв килсе ҫитрӗ, ҫав кунсенче вӑл пухура тӑтӑшшӑн пуҫ ҫухатсах картла вылярӗ те хӑрушла нумай ӗҫрӗ. Унтан, кӑвайт патне йӑпшӑнса пырса, вӑл ҫывӑракан ҫамрӑксем хушшине вырнаҫса выртнӑ, анчах ҫывӑрас шутпа мар. Юлашкинчен, ывӑнса ҫитсе, вӑл кухньӑри сак ҫине кӗнекесене хӑй айне хурса вырнаҫрӗ те Павелпа хохол фабрикӑран таврӑничченех ҫапла тӑма хӑраса ларчӗ. Вӑл — ССР Союзӗнче пурнӑҫа кӗнине ытти ҫӗршывсенче те пӗтӗмпех пурнӑҫа кӗртме пуррине кӑтартакан документ пулса тӑрать. Джемма иккӗленчӗ. Эпӗ ҫакӑнтан шикленнине профессора каларӑм. — Эпир путса е чул ҫумне ҫапӑнса вилмесен, выҫӑпа антӑхса та вилмесен, чӗрӗллех ҫунса каяссине яланах кӗтсе тӑма пултаратпӑр, — терӗм. Урӑх нимӗн тума та май пулман. Вӑл сире мӗнле калать, ҫавӑн пек пурӑнӑр. — Тӑр-р-р, тӑр-р-р! — тенӗ вӑл хӑйне хӑй, чарӑнма хӑтланса, анчах чарӑнайман ҫырма тӗпне ҫитсе, урисем кӗрт ӑшне путса ларсан тин вӑл чарӑннӑ. Клюберӑн пӗртен-пӗр чаплӑ ӗмӗт пур: вӑл пуставпа бархат сутасси, ҫынсене лартасси — вӗсенчен «Norren-oder Russen — Pveise» (ухмахла — е вырӑс хакӗ) — илесси пулать! Ак тамаша! — Эсӗ мана пӗр стакан шывпа хутӑш виски пама ыйтатӑп. Эпӗ ним пулман пекех лӑпкӑн: «Ухмах», терӗм те, тетраде хупса, тухса кайрӑм. Лешсем, хӑйсен черечӗпе, ҫак усала вӑрҫнипе ответлеҫҫӗ, хӑрушӑ сӑмахсемпе юнаҫҫӗ. Ӑна ҫавӑрса илсе, вӗсем унӑн чӑмӑрӗнчи патака тӑпӑлтарса илес тесе, пӳрнисене сарма хӑтланчӗҫ. Гетман хыҫҫӑн лашапа икӗ генеральный есаулпа генеральнӑй бунчужный пыраҫҫӗ. Унӑн перчеткесӗр сылтӑм алли (шведски перчетке тӑхӑннӑ сулахай аллинче вӑл сылтӑм перчеткине хунӑ ҫуталса тӑракан шлепкине тытса тӑрать), Санина ал тытма мӑнкӑмӑлланмасӑр, анчах хӑюллӑн тӑсса панӑскер, тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет: кашни чӗрниех хӑйсене майлӑ ытарма ҫук илемлӗ пулнӑ. Иккӗмӗшӗнче, багажсемпе пӗрле, Паганель, Ольбинет тата Робертпа Вильсон вырнаҫрӗҫ. — Вӑл Тристан д'Акунья, — терӗ Джон Мангльс. Малтан эпӗ «Британи» ванчӑкӗсенчен кимӗ туса тинӗспе тухса кайма ӗмӗтленеттӗм; анчах чи ҫывӑхри Паумоту архипелагӗ те пирӗнтен пин те пилӗкҫӗр мильре пулчӗ. Мӗн эсӗ капла, ҫимеллисем илсе тултартӑн-им тата? — кулса ячӗ Разметнов. Таҫта хӑрӑк турат шӑтӑртатса илчӗ. Хӗвел ҫутинче куҫӗсене пӗркелентерсе ҫывхарчӗ те вӑл — кунта килнисем кам иккенне илтсен каялла кӗтеселле тарса ҫухаласшӑнччӗ. Чӑтлӑхра тӑшмана тапӑнмалли вырӑн йышӑннӑ чух ҫутала пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне тӑрать, ҫамки ҫинче те ҫаван пек пӗтӗрӗнсе ӳкнӗ ҫӳҫ пайӑркисем пур. Сӑн-пичӗ унӑн хӗп-хӗрлӗ. Анчах сӑмси вара леш карчӑкӑнни пекех ырӑ, лайӑх. Вӑл ӑна ҫирӗп ҫын пек кӑтартать. — Шуйттансем йӑвашшӑн тепӗр борт еннелле куҫса каяҫҫӗ, унтан вӗсене, такасене хӑваланӑ пек, каллех хӑвалаҫҫӗ. Пӗрремӗш майӗ: мула тиесен, эпир сире карап ҫине таврӑнма ирӗк паратпӑр, эпӗ сире ӑҫта та пулин ҫырана тӗрӗс — чӗррӗнех, антарса хӑварап тесе, чӑн сӑмаха паратӑп. Вӑхӑт сисмелле мар шӑвать. — Анчах сирӗн ҫӗнӗрен авӑрламашкӑн тивӗҫӗр ҫук… нимӗнле тивӗҫӗр те… Тухтӑр куҫарса пачӗ. Хӑйсем йӑлт ӗшенсе ҫитнӗ вӗсем, эрне хушши ҫӑвӑнса та курман, пӑшӑрханса тӑни пит-куҫӗсенчен те палӑрать. — Мӗн пулнӑ? — Пӗтрӗ-и? Вӑл ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиех урӑх тумтир тӑхӑннӑ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, Тӗп академине хам кӗрсе курсан, эпӗ пурин ҫинчен те хам курса киленме пултаратӑп, ҫавӑнпа та вӑл мана ҫак ырлӑха кӑтартма, ку тӗлӗшпе академине илсе кайма шутларӗ. — Эсӗ ан шавла-ха, председатель, шӑв-шавпа хӑратаймастӑн эсӗ мана, эпӗ службӑра артиллерире пулнӑ. — Ан тив кин пулса пӑхтӑр. Василий Иванович апат ҫинӗ вӑхӑтра пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ. Вӑл, пӗтӗмпех телейлӗ те ырӑ сӑнлӑскер, хӑйне шиклентернӗ Наполеон политики тата Итали ыйтӑвӗ пӑтранса кайни ҫинчен калаҫрӗ. Тен, вӑл — хаклӑ йышши, апла кашни сыснах ун сӑмсине сигаркӑпа тӗртсен, часах пӑсӑлма та пултарӗ. Политика тӗлӗшпе сахал вӗреннӗскерсем, йӑнӑшсем те тума пултараҫҫӗ. — Ҫук, ҫук, юрамасть… юрамасть… — пӑшӑлтатрӗ вӑл тӗшмӗшле шиклӗхпе. — Вӑл чирлӗ пулнӑ-им? — Эсир сыхланарах кайӑр, унта ҫапӑҫу пырать! — кӑшкӑрчӗ хресчен. Пӳртрен тепӗр карчӑк тухрӗ, кӑштах шӑл йӗрсе, ман паталла чупрӗ. Кунтан вара хӑйсен чи шанчӑклӑ ҫыннисене кирлӗ хыпарсемпе Румыние тата Петлюра патне яра-яра тӑнӑ. Анчах шӑпах Дятлов вилме тытӑннӑ вӑхӑтра, пӗр боецӗ — сухалланса кайнӑскер, шӑнса кӑвакарнӑскер (унӑн мӑйӗ ҫине ҫӑпансем туха-туха ларнӑ) — чикарккине туртса пӗтернӗ те чӳрече витӗр вӑрман ҫулӗ еннелле пӑхса илнӗ. Хӗрарӑмсене вӗлерме! Урӑх ӗнтӗ унӑн ӗмӗт юлман. — Шӑна-кайӑка та курӑн, ачам! Анчах кӑшт леререх… Кунтан леререх! — тавӑрчӗ Гаррис. Говэн ура ҫине тӑчӗ, судьясене пуҫ тайрӗ те:— Судья граждансене тав тӑватӑп, — терӗ. Вӑранса каятӑп та — ӗҫленипе хулсем ыратаҫҫӗ, пӳлӗмре те ҫӗнӗ тырӑ шӑрши кӗрет, тет. Политовский каланине итлекен Брузжак пуҫне тайрӗ те:— Тӗрӗс, мучи, — терӗ, хӑй регулятор умне пырса тӑчӗ. Эпӗ вӗсем манран кам иккенне, мӗн сӑлтавпа килнине ыйтса пӗлменнинчен тӗлӗнсе кайрӑм. — Епле калаҫатӑр эсир яланах, Андрюша! — терӗ амӑшӗ. — Манӑн — пурте, — тутисемпе кӑна тавӑрчӗ вӑл, Воропаев ҫине пӗрре те иккӗленмелли ҫук тарӑн та уҫӑ куҫсемпе пӑхса. Ачасене упрамаллине пӗлет вӑл. Ун патне вилӗм пынине вӑл тӑнланса илет, анчах вӑл та ӑна хурлантармасть. Хатта чӳречисем уҫӑччӗ, алӑкӗ те яриех карӑлса тӑратчӗ. Лазарь Александрович хӑйӗн вӗренекенне мана парса хӑварчӗ. Гусев кӑштах тӑчӗ те сивлеккӗн чӗнчӗ: — Ҫапла-а… — унтан ҫывӑрма кайрӗ. Пӗрмай саншӑн кулянатчӗ. Пӗчӗк ушкӑн сулӑ ҫине ларатчӗ те — сулӑ ҫыхма йывӑрах марччӗ кунта — Кванза варрине, Португалирен килнӗ ҫынсем пурӑнакан вырӑна, чиперех ҫитетчӗ. «Пӑрис, эсрел кушакӗ!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ, самантрах тата вутӑ сарайӗн стени ҫумне пушӑ кӗленче пырса ҫапӑнса чӑнкӑрр! ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ. Том, хӑйне такам пырса турткаланӑ пек, вӑрт-варт сиксе тӑче те, вӑр-вар тумланса чӳрече витӗр тухса, пӳрт тӑрри тӑрӑх упаленсе кайрӗ. Автор Англие таврӑнать. Эпӗ хама хам тем туса пӑрахӑттӑм, эсӗ пур уйрӑлса кайнӑ арӑм пирки ман ҫума ҫулӑхатӑн… Пӗлтерӳсенче, чӑнах та, чугун ҫул тӑвасси ҫинчен шухӑшлама ҫеҫ пуҫлани, правительство ҫынсем нумай пурӑнакан вырӑнсенче чугун ҫул тума ҫӗр сутса ҫав ҫула тума укҫа пухмашкӑн тим тытӑнни ҫинчен пӗлтермен ӗнтӗ. Вӗсене пӗлтерме маннине ҫав ӗҫӗ кӑткӑс пулнипе ӑнлантарса пама пулать. Хамӑрӑн тӗттӗм ҫынсене асаттесен йӑлисенчен пистересшӗнччӗ ҫав… Кухня тӗлӗнчен иртнӗ чух эпӗ пӗр тымартан такӑнтӑм та, сасӑ пулчӗ. Ҫав телее эгоистла шырасан, урӑхла каласан, хӑвна валли пуянлӑх, чап, пурнӑҫри ҫӑмӑллӑхсене, юрату шырасан, пулма пултарать, лару-тӑру ҫавнашкал килсе тухӗ — ҫав шухӑш-ӗмӗтсене пурнӑҫлама та май пулӗ апла пулсан, телей тупас тивӗҫ мар, ҫав ӗмӗтсем саккунсӑр. Юханшыв енчен сулхӑн ҫӗкленчӗ, каҫ пулас умӗнхи лӑпкӑ тавралӑх суккӑрӑн пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрчӗ, вӑл, хӑйне чунтанах хӗрхеннине туйса пулас, пуҫне усса ларать. Остап Бульба, логикӑна тата ӑна-кӑна мар, богословине те ҫав тери тӑрӑшса вӗренме тапратнӑ пулин те, ялан хулӑпа ҫаптарассинчен ниепле те вӗҫерӗнме пултарайман. Чи малтан, мӗн май килнӗ таран, ҫӳле хӑпарас пулать. Анчах ҫаврӑнса мар — тӳррӗн, хӑпарнӑ май аэродром еннелле ҫывхарса. Эппин канӑҫсӑр юратас туртӑм мар ӗнтӗ ку: вӑл пире ҫамрӑк яшӑ ҫулӗсенче ҫеҫ асаплантарать, хамӑра тӳсме пултарайман хӗрарӑм шыраса тупиччен пӗр хӗрарӑмран тепӗр хӗрарӑм патне пӑрса ярать вӑл: вара эпир пӗр хӗрарӑма ҫеҫ юратма пуҫлатпӑр — чӑн-чӑн, вӗҫӗмсӗр юрату пуҫланать, математика енӗпе илсен, ӑна эпир пӗр пӑнчӑран тӗнче тӑрӑх тӳрремӗн ӳкекен йӗр пек туса кӑтартнӑ пулӑттӑмӑр; ҫав йӗрӗн вӗҫне ҫитмешкӗн пур пӗрех май ҫук. Ӗлӗкрех, сасартӑк сехечӗ-сехечӗпе кантӑк умӗнче тӑма е ҫӗр варринчех, вырӑн ҫинчен тӑрса, тул ҫутӑличчен кӗпе вӗҫҫӗн сӗтел умӗнче ларма пуҫласан, атте ӑна темиҫе кунлӑха яла, киле илсе каятчӗ, унтан вара вӑл сывалса таврӑнатчӗ. Ытлашши шутламасӑрах паллӑ: ҫак симӗс хӳме варринче ача сачӗн илемлӗ ҫурчӗ йӑтӑнса ларнӑ пулнӑ. Хӑрушлӑх иртнӗ. Вӑл йӗрсе янӑ пек те туйӑнчӗ мана: тӳррипех калас пулать сире, Азамат калама ҫук кутӑн ачаччӗ, ача чухнех вӑл нихҫан та куҫҫульне кӑлармастчӗ. Мересьев эскадрилья командирӗ вӗҫекен «шестерка» ҫине пӑхса илчӗ. — Эх, эсир те ҫав! — кулса ячӗ хохол. — Сиртен, путсӗрсенчен, кам табак туртать? Вӗсем катӑк кирка тата катӑк кӗреҫе тупрӗҫ те ҫула тухса кайрӗҫ. Виҫӗ миля каймалла пулчӗ. Сасартӑк аякран иртсе пыракан урапа ҫинчен лутрарах пӳлӗ, славянофилсен венгеркине тӑхӑннӑ ҫын сиксе анчӗ те: «Евгений Васильевич!» тесе Базаров патне ывтӑнчӗ. Эпӗ темшӗн шухӑшласа пыратӑп: вӑл ҫав чул хулана ҫавӑн пекех кичемле пек, ҫав айлӑм вырӑнтах, ҫулсерен икӗ шыв путара-путара янӑ ҫӗртех туса лартӗччӗ, тетӗп. Вӑл кӑшт чернил тути каласан та ӑна ӗҫме кӑмӑллӑ мар тесе калама ҫук. Пуҫтарӑнӑр — эсӗ те, Лукерья, эсӗ те, Алексеевна. — Тӳссе тӑр, «Рихтгофен!» — мӗкӗрсе илчӗ те Алексей шӑл витӗр, тутине юн тухичченех ҫыртса, пур шӑнӑрӗсене хытарса, пӗр чӑмӑр пулса ларса, хӑй ҫинелле ыткӑнса пыракан тӑшман машини ҫине пӗрре куҫ хупмасӑр пыма пӗтӗм вӑйне пухрӗ. Вӑл, ҫинҫешке те яштам пӳллӗскер, сарӑ ҫӳҫлӗ, хӗрӗнни пек чечен сӑн-питлӗ йӗкӗт пулнӑ, унӑн шурӑ ӳчӗ витӗр юн курӑнса тӑнӑ пекех туйӑннӑ. Ҫисе пӑхма сӗнетӗп. Унта-кунта скелет шӑммисем пек базальтпа порфир татӑкӗсем шурӑ тӗтре витӗр хуралса выртаҫҫӗ. Хутран-ситрен гнейс муклашкисем сивве чӑтаймасӑр ҫурӑлса каяҫҫӗ, вӗсен аран-аран илтӗнекен сасси кунти сайралнӑ сывлӑшпа чух ҫеҫ янраса каять. Кашни ҫулҫӑ, курӑкӑн кашни туни хӑйне уйрӑммӑн, тулӑх та телейлӗ пурнӑҫпа пурӑннӑн туйӑнать. Вӑл мӑнастире халӑх курасран ҫӳллӗ хӳме тытса тухнӑ, хӗр-манахсем унта, ҫамрӑккисем те, ваттисем те пур, аллӑн ытла пурӑнаҫҫӗ, яра кун кунӗпе анлӑ картиш тӑрӑх та галерейӑсенче тек шапӑлтатса ҫӳреҫҫӗ. Пиллӗкмӗш тавлӑк вӗт!.. Марья Ивановна ӑна пӳлчӗ. Ҫапла, эппин, эпир Робин Гудла вылятпӑр. Вӑл питӗ аван вӑйӑ. Трактирсем? Курнӑ. Повязка ҫыхса янӑ врач аманнӑ ҫын кровачӗ умӗнче пуҫне чиксе ларать. Пулӑшу ыйтма-и? Тавралӑх сӑн-сӑпачӗ улшӑнмасть — йӗри-тавра ҫӗршер миль таранччен пӗр чул татки те ҫук. Ӗмӗрӳ санӑн вӑрӑм пулать. Ҫак типшӗм те шурса кайнӑ офицер банка пӗрмай шӑнкӑрт укҫан кӑларса хурать те выляса илет. Пушатмалли вырӑнсем тӑрӑх икӗ километр та утрӑм пуль, ҫапах та ҫӗклекен крансен вӗҫӗ-хӗрри курӑнмарӗ-ха, вӗсем тӗрлӗ япаласене штабель-штабелӗн ку паласа тӑраҫҫӗ. — Ҫитменнине тата ӗнесем те сахал, сыснасене вара ниҫта та тытма ҫук. — Акӑ мӗн, кахал эсӗ! — Ак, эпӗ нимӗн те пытармастӑп, пурне те каласа паратӑп, — калаҫрӗ Устенька, вара унӑн хаваслӑ хӗрлӗ пичӗ шухӑша кайнӑн курӑнчӗ. Ирхине пулнӑ ӗҫе хурлӑхлӑн аса илсе, Пӑван урам тӑрӑх утса ҫӳрерӗ. Доминиканӑпа Бризигиллӑра тӗл пулма килӗшнӗ пирки мӗнле хытӑ ӳкӗннӗ вӑл халӗ! Ҫавӑтнӑ лашана Бирюк картиш варрине тӑратса хӑварчӗ, мужике пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ, аллисене ҫыхнӑ пиҫиххи тӳлемне кӑштах пушатрӗ те, кӗтесри сак ҫине лартрӗ. Юн сӑхма юратакан ҫурхи шӑнасем лашасене ӑшалантараҫҫӗ, вӗсен тарланӑ пӗҫҫисем ҫине, сусменпе шӑйӑрӑлса пӗтнӗ мӑйӗсем ҫине пырса лараҫҫӗ. Дэвонски тапхӑрӗнчи тинӗссенче ҫавӑн йышши чӗрчунсем темӗн чухлех пурӑннӑ, вӗсем каярахпа вилсе миллиардшарӑн купаланса юлнӑ. — Ирӗкре пурӑнма май илсенех, эпӗ Ремезовсем тытакан ылтӑн приисксен кантурне ӗҫе кӗтӗм… Ҫур ҫул хушшинче сана хӑвна та кулак шухӑш-туйӑмӗ ҫапнӑ! Ҫакӑн пек пулса тухрӗ: шавлӑ кула хыҫҫӑн эпир сасартӑк пурте шӑплантӑмӑр, пӳлӗм шӑпах пулчӗ, мӗскӗн Грап йывӑррӑн сывлани кӑна илтӗнчӗ. Гусев бортран тайӑлчӗ те механикпа тата Ихӑпа алӑ тытса сыв пуллашрӗ: — Сана, Ихошка, пӗрле пыма чӗнместӗп, вилӗм ҫӑварнелле вӗҫетӗп. Стефчов ҫиллес кӑмӑлпа пӑхкаларӗ. Вара, кӗскен те хӑвӑрттӑн чикнине пула витӗрех шӑтнӑскер, тӗлӗннӗ чухнехи пек, хуллен кӑшкӑрса ярса, ҫавӑнтах урайне тӳнсе кайнӑ. Эс госпитальтен ҫыру ҫырса яр пирӗн пата! Штаб начальникне калас тесе, вӑл ҫивчӗ сӑмахсем те шухӑшласа тупрӗ, анчах та калама ӗлкӗреймерӗ. Вацлав ҫак сӑмахсене пӗтӗм чӗререн, рабочи чӗрине уҫса парса каларӗ. — Эсир канатӑр-и, тен? Турӑша малти кӗтесе, таса простыньпе витнӗ икӗ пукан ҫине пырса лартрӗҫ, унӑн айккисене, ӑна тыткалама, икӗ манах тӑчӗҫ, иккӗшӗ те ҫамрӑк та хитрескерсем, пирӗштисем пек таса куҫлӑскерсем, савӑнӑҫлӑскерсем, хӑпартланса тӑракан ҫӳҫлӗскерсем хӑйсем. О, тавтапуҫ, тавтапуҫ… Хӗрарӑмсем сӗтел патне пырсан, вӑл тӑчӗ те ним каламасӑрах пуҫ тайрӗ, юлташӗсем вара хӑнасене асӑрхаман пекех хускалмасӑр ларчӗҫ. — Ах, эсӗ ялан пӑтраштаратӑн, — ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ ӑна амӑшӗ, — пачах виҫӗ сыпӑк урлӑ мар, а issus de germains, — вӑт мӗнле хурӑнташлӑ эсир ман Этьенӑмпа. Яланах пӗр пек савӑнӑҫсӑр сӑн-пичӗ унӑн сайра хутра ҫеҫ улшӑнать; кулкаласа илмелле пулсан, вӑл чалӑшшӑн, сулахай питҫӑмартийӗпе ҫеҫ кулкаласа илет. Ливингстон палӑртнӑ тӑрӑх, сивчирпе чирленӗ ҫын ҫак чир ертекен вырӑнтан кайсан ҫеҫ сывалма пултарать. Хӑйсен таврашӗнчи лашасене икӗ талӑк хушши шыраса тупайман! Пӗлтӗр ӑна Бэла питӗ килӗшнӗччӗ, ҫавна пӗлетӗп эпӗ, ун ҫинчен мана Казбич хӑех каласа панӑччӗ, — хулӑм укҫи ҫитерейсен, вӑл ӑна ҫураҫнӑ та пулӗччӗ, тен…» Ҫав вӑхӑтра вара алтарьте, хура виткӗҫпе хупланӑ ама-турӑ сӑнӗ тавра, тимпансен пӑнтӑртатӑвӗпе систрӑсен тӑрӑлтатӑвӗ майӑн йытӑ вӗрнӗ евӗрлӗ кӑшкӑрашса, тасалӑх ухмахлӑхӗпе тӑнран тухсах ыткӑнса ҫӳренӗ арҫын-мӑчавӑрсемпе хӗрарӑм-мӑчавӑрсем. Ун хыҫҫӑн Ольга инкӗшӗ те никам асӑрхамалла мар куҫран ҫухалчӗ, унтан манах та тухса кайрӗ, — ӑна ҫурри ӳсӗр ҫынсем монастырьти пурнӑҫ ҫинчен ыйтса пӗлсе йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ пулмалла. Ӑсатса янӑ чух Устинович ун ҫине пӗр ҫӗклем литература тиерӗ те пӗр пӗчӗк ҫеҫ кӗнеке — комсомол программипе уставне тыттарчӗ. Аппӑшӗ ӑна чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн хӑй патне кабинета чӗнсе илнӗ те, малтан ачашласа (ку Катяна яланах хӑратнӑ) Аркадирен хӑйне асӑрханарах тытма хушнӑ, тата тӑван мӑнаппӑшӗ те, килти ытти ҫынсем те асӑрханӑ япаларан, Аркадипе пӗччен ҫӗре кайса ҫӳрессинчен пӑрӑнма канашланӑ. Юнашарах хӗрлӗ ҫӳҫлӗ хӗр чупса пырать. Ку хӗр Метеостанцири сержант. Тӗлӗнсе кайнӑ амӑшӗ, ачи ыйхӑ тӗлӗшпе ӳпкевлӗн пӑшӑлтатса каланине ним ӑнланмасӑр итлерӗ. — Французсен-и? Халӗ ӑна нимӗн тума аптранипе харсӑрланни кӑна илсе пычӗ. — Унпа эпӗ ӑ-ӑҫта та пулин туссем хушшинче тӗл пулма пултараймастӑп-и? Николай сиксе тӑрса ун ҫине аллисемпе сулма тытӑнчӗ, кӳренсе кӑшкӑрса ячӗ: — Мӗн эсир! — Ха, ҫураҫмалла! Вӑт план ҫавӑнта ӗнтӗ вӑл! Вӑл ялан тенӗ пекех ытти ачасенчен урӑхла ашкӑннӑ, ҫавна пула ашшӗн мӑнкӑмӑлланас кӑмӑл та пулнӑ. , ӑҫталла каятӑр капла? — Паллах, хирӗҫлеместӗп! — хуравларӗ капитан. Вӑл вӗсен аллисене хытӑ чӑмӑртарӗ те Корытов кабинетӗнчен тухас умӗн ҫапла каларӗ: — Хӑҫан та пулин мана облаҫра вырӑнтан кӑларас пулсан, районти, ялти ӗҫе, анчах та парти ӗҫне куҫарма ыйтатӑп… Кирлӗ мар. Колонна варрине пулса курӑнмасть-ши вӑл е ӗнерхи хӑрушӑ каҫ вилчӗ-ши? — Ламран лама ҫӳрекелет унта сӑмах-юмах. Пур ҫӗрте те ӑнӑҫсӑр пулнӑ. — Апат ҫинчен каласа патӑм эп ӑна, — пӳлнӗ Фома хреснашшӗн сӑмахне. Ҫӑткӑн тискер кайӑкӑн шухӑшӗсем те чылаях куҫкӗрет курӑнса тӑнӑ: вӑл юн шӑршине сиснӗ те, юнлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗре тӳпене кӗрес тесе, юн тӑкӑннӑ ҫӗре пыма васканӑ. Эпӗ — учлет! Тар хыпса сирпӗтнипе стенара пысӑк ҫурӑк тӑрса юлнӑ, хупӑрласа илекенсем башньӑна ҫак ҫурӑкран кӗнӗ пулмалла та ӗнтӗ. «Ҫапла», тесе каласа панӑ кайран ҫынсем пурӑнакан пӳртре Анфисушка: «шӑрӑх кӑнтӑрла сурӑхсем пуҫӗсене уснӑ пек, иккӗш те юнашар пуҫӗсене усса ӳкрӗҫ», тӗнӗ. Фома патне Софья Павловна пырса тӑнӑ, алӑ тытнӑ, унтан шӑппӑн, хуйхӑллӑ сасӑпа:— Аҫӑра пытарнӑ кун сирӗн ҫине пӑхса темӗн чул шухӑшларӑм… Унтан сӗтел айнелле пӗшкӗнсе, поднос ҫинче пӳрнипе темскер ӳкерсе, хуллен те хӑйне-хӑй каланӑ пек, сӑмаха тата-тата калама пуҫларӗ: — Мӗнех-ха саншӑн эпӗ ыйтнисемпе канаш панисем? — Эсир ман патӑма ҫав штурман ҫинчен ҫав тери интереслӗ ҫыру ҫырнӑччӗ, — терӗм эпӗ, — эпӗ чи малтанах унӑн черновой тетрачӗ мӗнле упраннине пӗлесшӗн? Татьяна Ильинична пуҫне сулса илчӗ. Зеб чӑхӑ ҫине пӑхса выртнӑ. Андрей пиҫиххи хушшине хӗстернӗ гранатӑна ярса илсе нимӗҫсем ҫинелле вӑркӑнтарчӗ. Вӑл ун чухне Ворошиловпа пӗрле реввоенсовет пулса тӑратчӗ, штатски кӗпе-тумтир тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Кирек мӗнле пулсан та пире пӑхӑнма хистетӗр. Ик-виҫӗ кун хушши чӑнкӑрах, хӑш чухне ҫав тери чӑнкӑ анакан ҫул, пире Ҫӗр айнелле тарӑнах илсе кӗчӗ. Анчах вӑл кӑмӑлӗ ырӑ чухне кӑна ҫавӑн пек вӗренте-вӗренте калаҫать, ҫилли килсен вара, сӗтел хушшинче пӗр сӑмах илтӗнин. — Ан кайӑр-ха, Мэри, — терӗ вӑл, кайма хатӗрленнӗ хӗрачана чарса. — Ман сӑмаха итлӗр. Ан тив, калаҫма чарӑнар та, кайтӑр, хамӑр ӗҫлеме тытӑнӑпӑр». Воропаев ҫурма сӑмах ҫинче сасартӑк чарӑнчӗ те ывӑҫ тупанӗпе ҫӳҫне шӑлса илчӗ: — Ку япалана хам ӑшра ҫеҫ тытса тӑма юрамасть вӗт-ха! Храмсен тӑрринче сӳнми кӑвайт ҫунать. — Эс каламасӑр та ямастӑп эп сана, Суламифь… Вӗсем тепӗр дача хапхи умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Тухтӑр ачана алӑ ҫине илчӗ, ӑна хӑвӑрт ҫутӑ еннелле ҫавӑрчӗ, куҫӗсене пӑхрӗ, унтан тем мӑкӑртаткаларӗ те, пӗр-икӗ кунтан каллех килме пулса, тухса кайрӗ. «Хитререн те хитре, лайӑхран та лайӑх арӑм ун пек телейсӗр пулма тивӗҫлӗ мар, ун пекки ҫут тӗнчере пулман», терӗ Андрий: «вӑл ыр курма ҫуралнӑ, тӗнчери чи лайӑх ҫынсем пурте ун умӗнче святоя пуҫ тайнӑ пек пуҫ таймалла. «Ҫывӑрма памастӑн!» — тет. Матвей Юргин ура ҫине тӑчӗ те, ҫавӑрӑнса пӑхмасӑрах, гимнастёркине тата брюкине силлеме тытӑнчӗ. Ухмаха ернӗ ҫын пек, ҫӗҫҫине ярса тытрӗ те вӑл, айӑпсӑр ача юнӗ вара тӳрех пӗрхӗнсе унӑн куҫне лекрӗ… Эсӗ Фушер еннелле пӑрӑнатӑн, эпӗ — Базуж еннелле. Вӗсем пурин ҫинчен те: пурнӑҫпа вилӗм ҫинчен те, вӗсем пӗр-пӗриншӗн тӑшман пулни ҫинчен те манчӗҫ. — Апла аван-ха. Пӗр аллипе шлейфне тата аврине кӑвакрах тӗслӗ чул лартнӑ хлыст тытса, вӑл ҫӑварне кӑмӑллӑн карнӑ лаша пуҫне пӗчӗк аллипе ачашлатчӗ, — лаши ун ҫинелле вутлӑ куҫӗпе чалӑшшӑн пӑхатчӗ, пӗтӗмпех чӗтресе такӑрлатнӑ ҫӗре хуллен чӗрнипеле кукалетчӗ. Ҫӑмсӑра эсир банка ӑшне хурӑр, унта спирт ярӑр, эрех тата вӗретнӗ уксус икӗ кашӑк ярсан тата авантарах пулать, вара эсир уншӑн питӗ пысӑк укҫа илме пултаратӑр. — Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр, — васкарӗ Городцов. Кӗҫ-вӗҫ ҫумӑр пуҫланать ак, вара аяла аннӑ пӗлӗтсенчен чӗрӗслетсе тӑкма пуҫлӗ. — Пӑх-ха, епле лайӑх! — тенӗ Ваҫили Андрейч, хӑйӗн ӗҫӗ ҫине пӑхса ҫуна ӑшне ларса. — Тухса ан кай, гражданин! Анчах Уйӑх ҫинче унӑн ним чухлӗ те усси ҫук. Снарячӗ, персе ярсан, каялла ӳкмест, вӑл Уйӑх спутникӗ пулса тӑрать те Уйӑх тавра пӗчӗк планета пек вӗҫсе ҫӳрет. Итлекенсем йӗрӗнсе сурчӗҫ, студентсене тискеррӗн вӑрҫрӗҫ. Эпӗ Сэндхорст экспресӗпе килеттӗм. Пурӑнан пурнӑҫ пуриншӗн те иртсех пычӗ — хурлӑхӗ нумай, савӑнӑҫӗ сахал; акӑ ӗнтӗ вӑл — ватӑла пуҫланӑ амӑшӗ — каҫсерен Яшӑн ҫӑмӑл, темле шуҫса пыракан уттине ирӗксӗрех итлет, кӗрнеклӗ те савӑк каччӑ пулнӑ вӑл, амӑшӗ хӑй ӑшӗнче ывӑлӗпе мухтанатчӗ те. Вӑл пулнӑ пур аукционсенче те ҫынсем картина илсе юлаймасран сехӗрленекен пулчӗҫ. Тарӑхса ҫитнӗ пӗлӗт ҫак пуҫтаха юриех ҫӗр ҫине пурнӑҫӑн илемлӗхне тӑпӑлтарса илме янӑ тейӗн. Ҫак сехрене хӑпартакан туртӑм ӑна темле хӑрушӑ сӑн пачӗ: ун пичӗ ҫинче яланах ҫилӗ курӑнакан пулчӗ. Каллех эпӗ каласа пама, алӑпа кӑтартма тытӑнтӑм… — Пурне те тата, куратӑн-и, хӗлле валли… Апатланатӑн-и эсӗ ыран клубра? Умрихин ҫеҫ, юлашкинчен чупса тухса, Юргин патӗнче чарӑнсарах тӑчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: — Куян! Анчах пурте лайӑх пӗлеҫҫӗ: малалла турттарса кайма юрамасть. — Акӑ — тӗрӗс маррилӗхӗн чи лайӑх ҫирӗплетӗвӗ. — Хӑшӗ пысӑкрах, сквайр-и, е доктор-и? — мӑкӑртатрӗ егерь. Мӗнле ҫуртсем вара вӗсем? — хӑранӑ пекех ыйтрӗ Олеся. — Фу, пурте мӗнле тансӑр эсир!.. Гек нимӗн те шухӑшласа илме пултараймарӗ. Вӗсем патне пырса тӑчӗ те пурне те тӗплӗн пӑхса тухма пуҫларӗ, ҫавӑнпа пӗрлех хӑйӗн ӗлӗкхи чухӑн пурнӑҫне аса илчӗ. Ҫавӑнта вара эп сана каллех хам ачашлӑхӑма парнелӗп… Тӑнлавӗ ҫинче ҫутӑ ҫӳҫ кӑтри чӗтренсе пычӗ. Кӗтмен ҫӗртенех 1-мӗшпе 2-мӗш бастионсем вут чӗлхи кӑлара-кӑлара ячӗҫ. Снаряд ҫурӑлни ҫӗре кисрентерме тытӑнчӗ. Вут ҫулӑмӗнче темӗнле хура мӗлкесем, сывлӑша ҫӗкленекен чул катӑкӗсем курӑна пуҫларӗҫ. Эсир мӗншӗн кунта чарӑнса тӑтӑр-ха? «Вилсен — пӗлӗҫ», шухӑшларӗ вӑл: — «анчах эпӗ вилместӗп. Тумтирӗ йӗп-йӗпе, ҫыпҫӑнать. Тухма хатӗрленӗр! — Шӑматкун каҫхине эсир пушӑ-и? — ыйтрӗ Джемма. Ак мӗншӗн кунти суд тавраш учрежденийӗсенче тӗрӗс суда ултӑ куҫлӑ хӗрарӑм евӗрлӗ туса кӑтартаҫҫӗ — икӗ куҫӗ малта, икӗ куҫӗ кайра, айккисенче пӗрер куҫ, — кусем вӑл пит сыхӑ тӑнине кӑтартаҫҫӗ. Хаваслӑн та ирӗклӗн каласшӑнччӗ вӑл ҫакна, анчах унӑн, хай те ҫийӗнчех сисрӗ-ха, килпетсӗррӗн те тӳсмелле мар вырӑнсӑррӑн пулса тухрӗ. Эпӗ юпа пек хытса кайрӑм. — Бомба пӑрахаҫҫӗ-и? Юратнӑ тӑванӑмсем, шуйттан патне каясчӗ сирӗн! Ӑссӑрсем пӗр-пӗр ӗҫе хӗрсе тытӑнсан-и, вӗсем хӑш чухне ӑнтарма та пултараҫҫӗ, — терӗ. Уксахланӑ пирки эпӗ хӑвӑрт ҫӳрейместӗмччӗ, тата йывӑр япаласем йӑтма та ман вӑй пулман. Хӑш вырӑнта? — тесе ыйтрӗ. Эсир ӑна, скифсен йӗм тӑхӑннӑ чул хӗрарӑмне, халӗ куртӑр ӗнтӗ. Шар кураканнисем тӑлӑх хӗрачасем мар, вӗсен ҫурт-йӗрне сутӑн илекеннисем пулаҫҫӗ, ҫурт-йӗр пирӗн марри паллӑ пулсанах, — ку вӑл эпир тухса тарнӑ хыҫҫӑнах палӑрать, — ӑна сутни те тӗрӗс мар тесе йышӑнаҫҫӗ, вара пӗтӗм пурлӑх вӗсен хуҫисене таврӑнать. Пӗтерсе лартма палӑртнӑ хула ҫӳлӗ чул тусемлӗ вырӑнта пулсан, — кунти хуласенчен нумайӑшӗсем ҫакӑн пек вырӑнсенче лараҫҫӗ, — хулара чиркӳ тӑррисемпе чултан тунӑ башньӑсем нумай пулсан, утрав сасартӑк хӑвӑрт анса ларнипе хӑйӗн алмазлӑ тӗпне сиенлеме пултарать. Эпӗ ҫак сӑмахсене каланӑ чухне пичче манран пӑрӑнма тӑрӑшать, пуҫне чикрӗ те айккинелле пӑхрӗ. — Ан чарӑр, ярӑр мана! Ҫав самантран вара эпир пӗр-пӗрне ушкӑнра лайӑх палласа илме пуҫларӑмӑр. Хирӗҫ пӗр виҫ-тӑватӑ лаша кӗҫенни илтӗнсе кайрӗ, вӗсем ҫулпа чуптарса пыраҫҫӗ пулмалла, анчах вӗтлӗх ӑшӗнче курӑнмаҫҫӗ-ха. Кала, ешӗке йӑтса кӗччӗр. Унтан вӑл казачок ҫине пӑхса: «Сана Васька тесе чӗнеҫҫӗ-и-ха?» тесе ыйтрӗ. Карлӑкран тытса, сулкаланса, йынӑшса, вӑл крыльца ҫинчен аннӑ та сывлӑмлӑ йӗпе курӑк ҫине ӳкнӗ, вара, кӑнтӑрлахи ӑшша халь те тытса тӑракан ҫӗр ҫумне лӑпчӑнса, чӗнсемпе туртса ҫыхнӑ урисем тӳсме ҫук ыратнипе ӗсӗклесе макӑрнӑ. — Эй, мӑнтарӑн ачи! Анчах хальхинче вӑл ҫиллине шӑнарайман. Хӗлле эпӗ час-часах анне эпӗ калаҫнине илтсен тӗлӗнсе кайӗ тесе шутлаттӑм. Эпӗ ҫак сехет ҫине пӑхатӑп та хама виҫҫӗмӗш класра, Кораблев урокӗнче, Ромашкӑпа пӗр парта хушшинче ларнине куратӑп. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн вӑл каллех Луганска пырса лекнӗ, транспортри Чека органӗнче службӑра тӑнӑ, унтан ӑна парти ӗҫне куҫарнӑ, кайран унӑн татах заводра ӗҫлеме тивнӗ. Тӗнче тинех хӑтӑлчӗ иккен ҫак тискер кайӑкран. Тепӗр вунпилӗк минутран вӑл мӗншӗн вӑрҫнине те, хӑйӗн ҫиллине те манса кайрӗ. — Пӗтрӗ. Володя тӗлӗнчен иртнӗ чух ман пырса унпа мирлешессӗм килчӗ пулин те, тутана мӑкӑртса хутӑм, ун умӗнче ҫиллессӗн курӑнма тӑрӑшрӑм. Никита вӑрманта чавса кӑларнӑ хурӑна хулпуҫҫи ҫинчен ҫӗр ҫине пӑрахрӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, унӑн Тихона ҫуркаланса пӗтнӗ питӗнчен ҫупса ярас, ӑна нимӗн чӗнми тӑвас килчӗ, анчах лешӗ куҫӗсене хӗссе, инҫетелле пӑхса, кулленхи япаласем ҫинчен калаҫнӑ пек, лӑпкӑн каларӗ: — Ырӑ кӑмӑллӑ пулмасан та, вӑл саншӑн пӗр сехетлӗхе те пулин ҫемҫелме пултарать. — Ку вӗрен икӗ ҫынран ытла тӳсме пултараймасть, — терӗ вӑл. — Ҫавӑнпа та черетлӗн анма тивет. — Турӑ парсан, пурте йӗркеллӗ пулӗ. Ҫук, сэр, кама та пулин хӑравҫӑ кирлӗ пулсан, ӑна Шепердсонсем хушшинче шыраса вӑхӑт ирттерме кирлӗ мар, ун йышшисем ҫук унта! Том уроксем пуҫланичченех шкула ҫитрӗ. Цирксенчен хӑшпӗрисем ҫав тери пысӑк, вӗсен ӑшне Швейцари пек пӗчӗк ҫӗршыва вырнаҫтарма та пулать. — Эсӗ пӑшӑрханатӑн, эпӗ кӗҫ ухмаха тухатӑп! — тавӑрать арӑмӗ. Ҫак виҫӗ ҫын хыҫҫӑн хайхи палламан ҫын та ҫавӑнталла ҫул тытрӗ. Йытӑ фальшбортран урипе ҫакланчӗ, унтан ӳкрӗ, пӗр чарӑнми вӗрчӗ; анчах вӑл хӑвӑрт ҫывхаракан шлюпкӑна вӗрнӗ пек туйӑнмарӗ. Мистер Стумп, сиртен эпӗ ӑна кӗтменччӗ. Ҫапах та Ромашов ҫав ҫеккунтра, яланхи йӑлипе, хӑй пирки виҫҫӗмӗш сӑпатра ӳкерчӗклӗн шутласа илме ӗлкӗрчӗ-ӗлкӗрчех: «Вара вӑл йӳҫӗ, йӗрӗнчӗк кулӑпа кулса, ахӑлтатса ячӗ». Лешӗ, анасла-анасла, куҫӗсене хӗскелесе, е ҫурӑмне, е хырӑмне хыҫкаласа, аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн ҫех тухса тӑчӗ. Окопсем патӗнче каллех хаваслӑн шапӑлтатни илтӗнме тытӑнчӗ. Енчен унран манах тумтирне хывса илес пулсан, ун манахлӑхӗ те ним чухлӗ юлас ҫукчӗ. Ерофей Кузьмичпа Марийка улӑма сенӗксемпе пысӑккӑн тире-тире илсе, парса тӑчӗҫ, Васятки сенӗк ҫинчи улӑма ҫавӑнтах кӗреплепе тыта-тыта илсе, вӑр-вар купаласа, урипе таптаса тӑчӗ. Акӑ ҫула пӗр улпут майри килсе кайнӑччӗ, вӑл станца пуҫлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ те ун тӑпри ҫине кайса курчӗ. Эпӗ… Тепӗр тесен, халь те вӗҫертмӗпӗр-ха эпир вӗсене. Чӳрече умне пырсан, лавҫӑ шыв турттармалли лашана кӳлнине асӑрхарӑм та, манӑн мӗнпур шухӑшӑмсем пӗр ыйтӑва татса парасшӑн тӗмсӗлчӗҫ: ҫак лаша ӳксе вилсен, унӑн чунӗ мӗнле чӗрчуна е этеме куҫӗ-ши? — Эпӗ законпа усӑ курма, ӑна пуриншӗн те хамӑн пурнӑҫа варалама хӑтланнӑшӑн айӑплама та пултараттӑм. Кун хыҫҫӑн вара кирек мӗнле художнике те пӗтерсе лартакан хак парасшӑнччӗ. — Сан чухлех ӑнланатӑп, — терӗ те Умрихин, ҫавӑнтах сӗнӳ пачӗ: — Атьӑр-ха, ҫырӑвӗсене уҫса пӑхар, э? — Часрах, часрах хулана, хӑвӑртрах лекарь патне кайӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Владимир. Елена пус картин ҫӗрӗшнӗ карлӑкӗ ҫине тӗренчӗ, ӑна кӑшкӑрса чӗнесшӗн пулчӗ, анчах унӑн сасси тухмарӗ… Ҫак кунсенче эпӗ унӑн сӑнне пӑхса карикатура турӑм, Дантанӑнни майлӑрах, начарах тухмарӗ. Вӑл пуррипе эпӗ сывлӑш ҫавӑртӑм. «Жирафран» та чаплӑрах пулать мар-и-ха ку, ырӑ ҫыннӑм! Енчен унӑн пире кунта татах илсе килме кӑмӑл пулсан, эпир килетпӗр терӗмӗр; ма илсе килес мар-ха терӗ негр, уйрӑмах тӗттӗм каҫсенче, — тухатмӑшсем тӗттӗм каҫсенче пушшех ҫыпҫӑнаҫҫӗ-мӗн ун ҫумне, ҫавӑнпа ҫынпа пӗрле ҫӳреме лайӑх та ӑна. Шӑна унтан лайӑхрах вырӑн тупма пултараймарӗ. Уҫӑмсӑр хавхапа туяҫҫӗ: умра — пушӑ тӗпсӗрлӗх. Гусев чул муклашки хыпашласа тупрӗ те ӑна тӗттӗмелле пӑрахрӗ. Тупӑнать! Вӗсем иккӗшӗ те алӑк патӗнчех выртаҫҫӗ. Вӑл кӑштах хӗрелсе урай варрине тухрӗ, авалхилле пӗшкӗнсе пуҫ тайрӗ. Хайхи стрепке Дубцова пӗр шултра сӑмах каласа хучӗ те сӗтел хушшинче пурте ҫав тери хытӑ ахӑлтатса ячӗҫ, кулса та именсе хӗрелсе кайнӑ Давыдов аран-аран сӑмах хушрӗ: — Мӗнле капла, тӑванӑмсем?! Халех чугунне кӑларатӑп. Кӑнтӑр енче курӑнакан ҫӳллӗ вулкан — хӑрушӑ Этна иккен! Йӑлт чӗтреве ернипе шӑлӗсене шаккаса, хӑранӑран шуралса ларнӑ куҫсемпе, аран ҫеҫ илтӗнмелле персе янӑ вара ҫамрӑк салтак: — Астис майра-патша… — Вӑл ҫаплах ӗнтӗ: пӗри йытта юратать, теприне вӑл ахаль парсан та кирлӗ мар. Тутар, така пуҫне патак ҫине тӑхӑнтарнӑ та, ӑна чустапа хутӑштарса ҫавӑра-ҫавӑра ӑшалать. Пӗр жид, малалла ӳпӗнсе, пичкерен эрех сӑрхӑнтарса тӑрать. Пӗр самантрах ман ума пӗр тарӑн ҫырма тухса тӑчӗ; урхамахӑм кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те — турех сикрӗ. — Юрӗ, тепӗр сехет кӗтӗпӗр! — терӗ ӑна майор. Эпӗ ӗнтӗ каллех сире мазурка ташлама чӗнетӗп… Хунта укҫасӑр ларнӑ. — Гекльберри Финнпа пуплеме чарӑнса тӑтӑм. Пугачев, хӗрлӗ сӑхман тата пысӑк ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, кӗтесре, турӑшсем айӗнче, аллисене пилӗкне мӑнкӑмӑллӑн тытса ларать. — Ҫук, — тесе шантарасшӑн пулчӗ вӑл хӑйне, — кунӗпех ҫакӑнта пытанса тӑрӑп та каҫхине каялла таптарӑп… Сӑрт кӑштах хӗвеланӑҫ еннелле чалӑш тӑрать, ҫавӑнпа та эпир ларакан вырӑнтан икӗ айккинчи тавралӑх та курӑнса тӑрать. — Акӑ икона сутаҫҫӗ, ҫын илсе килчӗ, строгановски тет. Ун хыҫҫӑн пӑртак хыҫалалла сиксе ӳкрӗ, аллисемпе хӑлаҫланса илсе, тухса кайрӗ. — «Сывӑ пул, улпутӑм, сывӑ пул, пире ан ман». Тен, ҫутҫанталӑка вӗренекен ӑслӑлӑх пӗр-пӗр шӑмӑ е кӑмӑрчак татӑкӗ тӑрӑх ӗлӗк-авал пурӑннӑ ҫӗлен-калтан мӗнле те пулин кӗлеткине тупма пултарӑпӑр эпир. Анчах Андрей чун-чӗрине хускатаканни ку ҫеҫ мар. Саншӑн вара нимӗнле ҫӑра та, сӑлӑп та пулас ҫук. Анна Сергеевна Базаровпа сайра кӑна килӗшнӗ пулин те, ӑна вӑл хисепленӗ. Тухтӑр хушӑкран пӑхма пӗшкӗнчӗ. Ирхине, тул ҫуталсанах, корольпе герцог ман пата мачча ҫине улӑхрӗҫ те мана вӑратрӗҫ; вӗсен сӑнӗсенчен эпӗ ӗҫ-пуҫ начаррине ӑнлантӑм. Палӑк ҫине ҫырса хунине курчӗ пулин те Александра Ивановна, пӗлмен пек:— Ҫакӑ-и вӑл Штраус вилтӑпри? — тесе ыйтрӗ. Кунта эпӗ кӑштах улӑм шыраса тупрӑм, вара хамӑн тумтирӗмсемпе витӗнсе аванах выртса ҫывӑртӑм. Эпӗ Тӳпе ывӑлӗ манӑн патака йӑтса ҫӗкленипе, манӑн хашисене хӑваласа кайнине куртӑм — вӑл утнипе ҫӗр чӗтренет. Унта пӗр-пӗрине хӗссе пырса, хӗррисене ылтӑнланӑ пек курӑнакан пӗлӗтсем шунӑ. Ун сӑмахӗсене Огарнова ҫавӑнтах ярса илчӗ, вӑл калаҫнинчен Воропаев ӑна темӗнле питӗ ҫылӑхлӑ япала ҫинчен шанса пӗлтернӗ те ҫав ҫылӑхшӑн вӗсен иккӗшӗн пӗрле ответ тытмалла пулнӑ пек туйӑнчӗ. Ак ҫакӑнта кравать ҫине выртӑр, эпӗ ҫывӑрмастӑп, тен, ҫӗрле сире хама пулӑшма вӑратӑп… Пӑван камера алӑкӗнчи шӑтӑкран пӑхрӗ, унтан, ӑна никам та сӑнаса асӑрхаманнине лайӑх пӗлсен, хӗвне пытарнӑ путпилкасенчен пӗрне туртса кӑларчӗ. Ун ҫинче икӗ сотски хушшинче ларса пыракан Рыбин янӑравсӑр сасӑпа:— Мӗне пула выҫӑпа вилетӗр? — тесе кӑшкӑрчӗ. Тосун-бей ҫав вӑхӑт хушши кӗттересшӗн пулчӗ пулмалла. — Тӑри! — терӗ те, Софьйӑн кӑвак куҫӗ ачашшӑн ҫунма тытӑнчӗ, кӗлетки уяр тӳпере куҫа курӑнмасӑр янӑракан музыкӑна хирӗҫ ҫӗкленнӗ пек туйӑнчӗ. — Давыдов юл, — тесе ҫырнӑ унта Лупетов, — вырӑнти кӗлетсенче санӑн тырӑ хатӗрлевӗ йӗркипе пухнӑ шутран кайса леҫмесӗр хӑварнӑ 73 центнер тулӑ пур. Спасск башни чылай ҫӳлӗ вырӑнта ларать, ҫырма хӗрринчен ҫав башня патӗнченех шывалла чӑнкӑ ҫыран анать, унта тӗрлӗ чулсем сапаланса выртаҫҫӗ. «Ҫурма рота умӗнче калама ҫук хӳхӗм утӑмпа хитре кӑна подпоручик пырать»; — Мӗнле тӑвас килнӗ пек тӑвӑр, — терӗ хирӗҫ тачки, — тахҫанах ҫавӑн пек тумаллаччӗ. — Сире чӗрӗллех пӗҫерсен мӗн пулӗ? — Ҫапла… Ҫапах та Туфта сӑмахӗсене тӳрлетме кирлех. Килӗнче вӑл чӳречесене хупма хушрӗ, хывӑнчӗ те вырӑн ҫине выртрӗ, таҫтан ҫӗмӗрсе килекен инкеке тӳсӗмлӗн кӗтрӗ… Отрядра чухне тутанса пӑхнӑ карт вӑййисем тата офицерсем юрӑҫсене чӗнтерсе ӗҫкӗ ӗҫнисем ӑна ырӑ пек мар туйӑнчӗҫ, вара вӑл хӑй те станицӑри офицерсен обществинчен тата офицерсен пурнӑҫӗнчӗн пӑрӑнарах тӑчӗ. Икӗ путсӗр этем халех ҫав укҫана кайса илетпӗр те пӗр ултавсӑр, мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек пайлатпӑр терӗҫ, мана ҫурта йӑтса пыма хушрӗҫ. Кайра ларакансем унӑн тарпа йӗпеннӗ кӗпи хул калаккинчен пуҫласа пилӗк таранах, ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫнине курчӗҫ. Енчен те эпӗ, ҫакӑн пек ывӑнса ҫитнӗскер, вараланса пӗтнӗскер, начарланса кайнӑ та хитре марскер, халӗ ҫакӑнтан сан пата тӳрех пырас пулсан, эсӗ мана йышӑнмӑттӑн-и вара, тиркесе тӑкӑттӑн-и? Унтан лайӑххи мана кирлӗ те мар. Чӑнах-и? — интересленсе ыйтнӑ Фома. Егор Иванович киличчен манӑн урӑх тум тӑхӑнас пулать! — терӗ хӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхса. Вӑл урӑх ним пирки те калаҫмарӗ, тӳрех Николай Антоныч ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Кӑмӑлсӑр пулни мӗн-ха тата? — Ҫӑраҫҫисем камра? — тесе ыйтрӗ Черняк часовойран. Ху тӳррине пӗлетӗн пулсан, вилессине те вара чӑтӑмлӑ вилес пулать. Купрӗне ӳкереймӗн!» тесе кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ те пӗртак тӑрсан вара кантура чахоткӑллӑ сӑн-сӑпатлӑ, ҫав тери вӑрӑм сӑмсаллӑ, пысӑк та хускалусӑр куҫлӑ пӗчӗк ҫын, хӑйне-хӑй ҫав тери тӑнлӑ тыткалаканскер, пырса кӗчӗ. Эх, Гитлер, Гитлер!.. Ун тавра хаваслӑ сӑн-питсем, тӗрлӗ тӗслӗ куҫсем вӗлтӗртетрӗҫ, — пуринчен малтан унӑн ывӑлӗпе Андрей утаҫҫӗ. — Пирӗн адрессемпе вӑрттӑн складсене илсен вара, вӗсем ҫинчен пурте пӗлеҫҫӗ пулмалла. Упӑшкипе нихҫан хирӗҫмен арӑмӗ, кӑмӑлне пусарса, сӑмах хушрӗ: — Мӗнле калас, Лукич, санӑн харам пыр хӑнусем пире те савӑнтармаҫҫӗ. — Ҫук, антив вӗсем иккӗн юрлаччӑр! — хӑпартланса каланӑ Ухтищев. Пирӗн ҫӳрев пит телейлӗ пулчӗ, анчах эпӗ ун ҫинчен тӗплӗ каласа парса вулакана чӑрмантармӑп. Мӗн турткаланатӑн?» тесе ыйтас килмелле. Хуллен харлаттарса выртакан Сид ҫывӑрманни ҫинчен, вӑл хӑй ҫитиччен пӗр сехет малтанрахах вӑранни ҫинчен Том пӗрре те шухӑшламарӗ. Марыся ун сӑхманне ярса тытрӗ, ашшӗн аллисене, хӑйне тӗпсӗр авӑра тӗртекен алӑсене чуптӑва пуҫларӗ. Анчах ку пӗтӗмӗшпех мар-ха: чиркӗве кӗрсенех, хӑрах айккинчи стена ҫине Вакула тамӑкри шуйттан сӑнне ӳкерсе хунӑ. Власова ун ҫине пӑхрӗ те вӑл хутран-ситрен Николай патӗнче пулнине аса илчӗ: — Пурте хамӑр ҫынсем! — текен шухӑш вӗлтлетрӗ унӑн пуҫӗнче. Хыҫҫӑн хӑвалани татах усӑсӑр пулма пултарнӑ. Вӑл унӑн шурӑ, ҫинҫе аллине чӗмсӗррӗн ярса тытнӑ, асӑрхавлӑн пӗшкӗнсе, нумайччен хӗрӳллӗн чуптунӑ. Юлашкинчен, алӑка шаккарӗҫ те, вӑл ыйӑхран вӑранса кайрӗ. Вӑл — капитализмлӑ ҫӗршывсенче миллионшар тӳрӗ ҫынсем ӗмӗтленни, халӗ те ӗмӗтленсе тӑни, — ССР Союзӗнче ӗнтӗ пурнӑҫа кӗнине кӑтартакан документ пулса тӑрать. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Репродуктор сывлӑшалла пӗр виҫ-тӑватӑ сӑмах кӑларса ярса кӑшт чарӑннӑ пек пулнӑ самантсенче Умрихин кама та пулин ҫанӑран ярса илсе, пит хаваслӑн куҫ хӗсе-хӗсе илет те, е хӑйӗнчен пӗр-пӗр сӑмах хушса калать е тепӗр хут ыйтать: — Илтетӗн-и, ачам, э? Чӳречесӗр тӗттӗм спальняра, сарлака кроватьсӑр пуҫне, арчасем, шкапсем лараҫҫӗ, вӗсенчен листаллӑ табак тата персидски ромашка шӑрши кӗрет. Пӑхма кичем ҫын пек туйӑнакан хисепе тивӗҫлӗ тарҫӑ пикенсех Филипп майлӑ ҫаптарать, кирек мӗнле пулсан та ку ӗҫӗн вӗҫне-хӗрне тухасшӑн. — Эрб-ан-Пайль. Океан хӗррине сыхлакан крейсерсем куриччен иртсе кайнӑ чура карапӗсем Испанин Америкӑри ҫӗрӗсем ҫине яракан ҫӑка пӗтӗмӗшпех тиесе каяйман. Кала, мӗн тумалла манӑн, мӗн хушатӑн, ҫавна пӗтӗмпех тӑватӑп. 1942 ҫулта ҫуллахи вӑхӑтра, пӗтӗм Мускав халӑхӗ ӗҫленӗ ҫӗртех пурӑннӑ чух, ҫитменнине тата кӑнтӑр вӑхӑтӗнче, ӗҫленӗ кунхине Жуков профессор килте пулманнинчен тимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. — Пӗр енчен, ун валли пурӑнӑҫ опычӗ пур; тепӗр енчен, калам сире, уйрӑм личноҫсене вӗренсе аппаланма кирлӗ те мар. Вӑл ҫулӗ, тӳрӗ те ҫирӗп кӗлеткеллӗ, хаяр пит-куҫлӑ старик. Вӑл миҫе ҫултине уйӑрса илме йывӑр: пӗр вӑхӑтрах ватӑ пек те, ҫамрӑк пек те курӑнать. Теприсем ватта сулӑннӑ май та вӑй-хала ҫухатмаҫҫӗ, вӗсен куҫӗсем шуралнӑ ҫӳҫӗ айӗн ҫамрӑк хастарлӑхпа ҫуталса пӑхаҫҫӗ. Ну, мӗн туму кирлӗ пулнӑ-ха ӑна ҫапла туни? Алексей кашни праҫникрех ҫапӑҫӑва кайрӗ, анчах кашнинчех ӑна хытӑ хӗнесе ячӗҫ, вара вӑл урнӑ пек хаярланса таврӑнчӗ. Ну эппин, чӑх ачине, пӗлетӗн-и? Эпӗ ҫав тери ирсӗр ача пулнӑ… Эпӗ ӑна пӗлсе илмелле мар куҫӗсенчен хытӑ тӗллесе пӑхса ыйтатӑп: — Сана шел пек-и вӑл? Пӗтӗмӗшпех ҫакӑнта-и? — ыйтнӑ вӑл. Мана полкри цырульник эмеллесе тӑчӗ, мӗншӗн тесен крепӑҫре урӑх лекарь ҫук; ку лекарь, тавах турра, хӑйне ӑслӑ вырӑнне хурса тем те пӗр хӑтланса пӗтермерӗ. Эпӗ те хама Петька тахҫанах парнеленӗ тӑхлан тултарнӑ сахапа пересси ҫинчен (эпӗ ӑна анне вилнине пула ҫаплах-ха сӑнаса пӑхаймастӑп) шухӑшлатӑп-ши?! Эпӗ хамӑн ӗмӗрӗме тинӗс хӗрринче пурӑнса ирттернӗ пулин те, кунта вӑл мана, чӑн малтан курнӑ пек, тӗлӗнтерчӗ. Пуринчен те, партире тӑракансенчен те, партире тӑман юлташсемпе граждансенчен те Кондрат пирки тухса калама ыйтатӑп: кам мӗнле шутлать, хуть ун майлӑ, хуть хирӗҫ пулӑр. Атте ухмаха ернӗ ҫын пек каллӗ-маллӗ канӑҫсӑррӑн чупать. «Ҫӗленсем! — тесе кӑшкӑрать. «Питӗ тӗл перетӗн, тепринче лектеретӗнех», — терӗ хӗрарӑм. Мӗн ҫинчен? Кругсем хушшинчи минутлӑ кану вӑхӑтӗнче ҫамрӑк хӑйӗн кӗтессине тӑрсан Ривэра патне директор Келли пынӑ та калаҫма тытӑннӑ. Анчах та эпӗ хамӑн умра тата мӗнле инкек сиксе тухассине пӗлеймен иккен. Аннеҫӗм тепӗр кунне хулана куҫса каятӑп тесе пӗлтерчӗ. Сӗтеле стена ҫумӗнчен куҫарса лартнӑ, ун ҫине вараланчӑк скатерть сарнӑ. Хирӗҫ нимӗнле сасӑ та илтӗнмерӗ. Хӑйне хӑвӑн лашупах постоялӑй двора илсе ҫитернӗшӗн-и? Сав майра-патши хӑй ҫӗршывӗнчен килнӗ сан патна. Йӑлкӑшса та ҫиҫсе тӑнине курнисӗр пуҫне, вӑл урӑх ним те курмарӗ. Юлашкинчен Анна Васильевна хӑюлланчӗ те пӗр каҫхине упӑшкипе спальнӑра питӗрӗнсе ларчӗ. Эсир сасартӑк таҫта ҫухалсан, эпир пурте пит тӗлӗнсе кайрӑмӑр. — Кӗркунне ҫитет. Темиҫе ҫӗр метр вӗҫсе ансан, вӑл каллех пӗлӗт ҫинелле ыткӑнса хӑпармашкӑн тӳрленсе илчӗ, ҫав вӑхӑтра Лозневой унӑн фюзеляжӗ ҫумӗнчен тӑватӑ бомба уйрӑлнине курчӗ. Пӗр ҫул каярах Яков Тарасович Маякин вилсе ҫӗре кӗнӗ. Йывӑҫсем пӗр-пӗринчен аякра лараҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсен хушшинчен утсем те, ӗне кӗтӗвӗсем те, урапасем те ирӗккӗнех тухма пултараҫҫӗ. — Nej! — тет Ганс пуҫне ерипен сулса. Анчах сасартӑк ҫакӑнта действи чарӑнса тӑчӗ — трагеди вырӑнне фарс пуҫланса кайрӗ. Анчах мӗнле юрлаҫҫӗ-ха юрӑра? Вӑраххӑн хусканса пынинчен… Инҫетре тӑмана тӑвиклетрӗ, пӗр ҫав сасӑ ҫеҫ таврари шӑплӑха пӑсрӗ. — Мӗн тунӑ вара вӑл? Хӑрушӑ чирпе чирленӗ-ши? — Давыдов ҫавӑнтах: «Эккей эсӗ, курма кирлӗ мар япалана витӗр куратӑн, анчах тырӑ хатӗрлессине, авӑ, кӑшт ҫеҫ курмасӑр ирттерсе яман!» тесе шухӑшларӗ те кӳренсе ҫаннине аялалла туртрӗ. Ӑна каллех тытса килнӗ. Чӗп-чӗрӗ те тӗрӗс-тӗкелех вӑл, ӑна каллех сӑнчӑрласа хӳшше хупнӑ, шывпа ҫӑкӑр кӑна ҫитереҫҫӗ; енчен те унӑн хуҫи килмесен, ӑна сутса яраҫҫӗ. Чирлӗ Целуйкона Андрейпа Умрихин ҫӗклесе пыраҫҫӗ. Яхта паҫӑрах якӑр ярса ларнӑ. Гленарван, Паганель, Мак-Набс, Роберт Грант, Том Аустин, Вильсон, Мюльреди, карабинсемпе тата Кольт револьверӗсемпе авӑрланнӑ ҫынсем, яхта ҫинчен анма хатӗрленеҫҫӗ. Вунпӗр сехетре чей пачӗҫ, ӑна питӗ чаплӑ акӑлчансем пек чыслӑ хатӗрленӗ, ун пеккине урӑх нимле халӑхра та тӗл пулаймастӑн. Малтанах ҫапла пӗлсе тӑни пур пулсан, мӗншӗн эппин пире ӑс-хакӑл та, ирӗк те панӑ-ха? Ҫӗнни нимӗн те ҫук. — Ҫавӑн пекки кирлӗ те. — Франци, — терӗ лӑпкӑн Толине, — Франци — Англи колонийӗ. Миҫе хутчен вӑл аллине унӑн ҫӑварне чике-чике пӑхман-ши! Пӗрисем кайсан теприсем пыраҫҫӗ, ҫапла вара — ҫурҫӗр ҫитичченех. Анчах мана мӗн тума хушатӑн — эпӗ пурне те тӑвӑп, — терӗ Саша. Эпӗ ӑна кӳрентермелле мар, пӗлесшӗн кӑна пулса ыйтатӑп: — Эсӗ ма манӑн шухӑшсене хуҫана каласа кӑтартатӑн? — тетӗп. Калаҫнӑ май, Воропаев Сердюкӑн нимӗнпе те интересленменнине кӑтартакан пичӗ ҫуталма, уҫӑлма тытӑннине, вӑл, ҫамкине пӗрӗнтерсе, пирусне темиҫе хут ӗме-ӗме илнине асӑрхарӗ. Амӑшӗ вырӑн ҫинчен тӑчӗ, чӗтрекен аллисемпе кӗпине илме пикенчӗ, анчах пӳлӗмри алӑкран Павел кӗрсе тӑчӗ те лӑпкӑн кӑна:— Эсӗ — вырт, эсӗ сывӑ мар! — терӗ. Хӗвел тухас умӗн хӑмачланнӑ пек хӗрлӗ сӑнлӑ Варя шӑппӑн:— Эпӗ пӗве хӗрне кайса пит ҫурӑм, — терӗ. Эп «Пилигрима» порта илсе каяймастӑп. Ҫапла вара «лайӑх, тӗрӗс кӗнеке» вӑл маншӑн пысӑк праҫник пулнине ӑнланса илтӗм эпӗ. Хампа кама илес-ши? Унтан — ку тӑрӑха мӗншӗн пӑрахса хӑварнӑ, кунта мӗншӗн никам та пурӑнмасть? Ку ыйтӑва хирӗҫ ҫавӑнтах ответ парать. Атте тухса кайсанах эпӗ студент сюртукне хӑвӑрт тӑхӑнтӑм та хӑна пӳлӗмне кайрӑм; — Манпа килӗшместӗр-и? — Капитан Сильвер? Тӗме хыҫӗнчен вӑл пӗр икҫӗр утӑмра ҫӗлӗксемпе пӑшалсене курчӗ. Тӳссе пурӑнмалли нумаях юлмарӗ. Шубин лавкка ӑшне пӑхса илчӗ те, чарӑнса тӑрса: «Аннушка!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Персе пӑрахмалли вырӑна чулсен хушшинчи ешӗл курӑкпа витӗннӗ нӳрлӗ айлӑма суйласа илчӗҫ, аялта шыв шӑнкӑртатса юхать. Эпӗ хам та ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланса кайнине туятӑп. Ҫак виле хыҫҫӑн та ҫаплах пулса иртрӗ. — Тупнӑ пулӗччӗҫ ӑна, ырӑ ҫыннӑм! — Эпӗ сире ырӑ сунмастӑп, — терӗ вӑл Грушницкие. Чей хыҫҫӑн Плетнёв ҫывӑрма выртатчӗ, эпӗ вара ӗҫ шырама тухса каяттӑм та каҫхине тин, Гурин типографине кайма вӑхӑт ҫитнӗ чух, таврӑнаттӑм. — Ҫапла, сэр. Эпир ӑна та тума пултараймастпӑр. Юрӑхсӑрсем пире тыткӑна ҫаклатӗҫ… Ун ҫинчен те кун ҫинчен, тӗрлӗрен тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. — Ытлашши те каларӑр ӗнтӗ, Нина Капитоновна! Епле апла пултӑр! — Ӗнерхи каҫранпа, Мстислав Сергеевич, вӗҫев умӗн эпӗ ҫӗр улми ҫисе тултарнӑччӗ. Вӑл е калама ҫук паттӑрлӑхпа тата пурне те тӗлӗнтерсе ӑсран яракан вӑйпа ту ҫыннисен нумай йышне вӗлерет тата пӑхӑнтарать; е вӑл хӑй ту ҫынни пулса тата вӗсемпе пӗрле вырӑссене хирӗҫ хӑйсен никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешет. Ялта пит тирпейлӗ пӗчӗк ҫуртсем аллӑ таран хисепленсе тӑраҫҫӗ, вӗсене Англи хула строительстви шухӑшласа кӑларнӑ ҫӗнӗ меслечӗ тӑрӑх геометриллӗ йӗркепе лартса тухнӑ. Акӑ малтанхи садсенчен иртсе кайрӗҫ, хула варрине ҫӗмӗрсе кӗчӗҫ, хӑрушшӑн, вилӗм пек ҫӳҫентерсе: «Даешь» тесе кӑшкӑрни сывлӑша ҫурса ячӗ. Аслати уҫӑмлӑн, янравлӑн шӑтӑртатрӗ. — Тӗрӗс, анчах кунта… Тен, ку сире ӑссӑр япала пек туйӑнӗ, анчах маншӑн ҫын ӳт-пӗвӗ хаклӑ. Хӑйне вӑл пач чирлӗ мар пек туйрӗ: ури вӑйӗсем ҫукрах та мӑйӗ таврашӗнче кӑштах халсӑрлӑх сисӗнет, ҫавсемсӗр пуҫне ӗнерхи чиртен урӑх нимӗн те юлман пек. Вӑл юлнӑ ҫӑкӑрне хуҫкаларӗ те кашнине пӗрер татӑк валеҫсе тухрӗ. Половцевпа Лятьевский ҫаплах Яков Лукичӑн малти пӗчӗк пӳлӗмӗнче кичемлӗхпе тата ӗҫсӗр аптраса лараҫҫӗ, ҫапла вӑрӑм кун-ҫӗре ирттереҫҫӗ. Мӗн япала ку? — ыйтрӗ вӑл ямшӑкран. — Эпӗ хам та кӗтменччӗ кун пек пуласса, — терӗ Джемма шӑппӑн. Мӗнрен айӑпла вӑл? — Хӑвӑртрах Нанкопа кил вара, Аврам бай! Сывлӑш нӳрлӗ тӑрать, сывлама йывӑрланать. Уяр ҫиҫӗмсем, инҫетри аслатиллӗ ҫумӑрсенче шевлеленсе пӗлӗте ярӑнтарса илеҫҫӗ. — Апла Итали чӗлхипе ыйтса пӑхӑпӑр, — терӗ те пичче унтан каллех:— Ӑҫта тӑратпӑр халӗ эпир? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ киле таврӑнтӑм. Перессе ӗнтӗ чӑнах та каласа ӗненмелле мар лайӑх перетчӗ вӑл. Пуҫри карттус ҫине хунӑ грушӑна персе ӳкерем тес пулсассӑн, пирӗн полкра никам та хӑйӗн пуҫне ун умне пырса тӑратма иккӗленсе тӑрас ҫукчӗ. Тепӗр енчен тата ҫак ученӑй патша таврашӗнчи дамӑсем ҫинчен калаҫнӑ чухне час-часах: ку дамӑн пичӗ куктӗрриллӗ, лешӗн ҫӑварӗ ытла пысӑк, виҫҫӗмӗшӗн сӑмси пысӑк, тесе тиркесе асӑрхаттаратчӗ, ҫав хушӑрах эпӗ хам нимех те асӑрхаймастӑм. Хамӑра кӑшкӑрса сура-сура вӑрҫнӑран вара курманччӗ-ха ӑна эпӗ, унтан вара пайтах улшӑннӑ иккен. — Мӗншӗн? Тата эпӗ пӳртсен шурӑ мӑрйисем ҫине лара-лара вӗҫсе ҫӳрекен ҫара ҫерҫисен хура мӗлки шурӑ ҫул ҫинче епле ирте-ирте кайнине кӑтартӑттӑм. Ман умра унта-кунта тухса тӑракан тӗмескесемлӗ юр витсе хунӑ пысӑк та ҫаврака шурлӑх сарӑлса выртать. Анчах мӗнлине — ҫуттине-и, хӗрлине-и? Ҫӑмӑл трантасра, сунчӑк айӗнче, пирӗн пӗтӗм тавра пӗлекен Селиванов улпут ларать, — хӑйне вӑл пит мӑнна хуратчӗ, тӗнчере ҫук путсӗр ҫынччӗ… Кучерӗ хӑйӗн хут пек шурса кайнӑ, аллисем чӗтреҫҫӗ — сулахай пичеври лашин постромкисене вӗҫертет. — Эсӗ пулатӑн старост, — хуллен ҫеҫ ӑнлантарса пачӗ Квейс. Чиновник король ҫуртӗнчен манпа мӗн тӑвас пирки приказ иличчен мана хӑй патӗнчех тытса усрама лекни ҫинчен каласа пачӗ. Кӗркуннеччен вара алӑсене усса ларасшӑн-и? Машинӑна хӑвӑрт ҫавӑрса виражсем тунӑ чух, вӑл хӑй урисем кая юлнине, хусканусем вӑхӑтра пулайманнине курчӗ. — Калама ҫук лайӑх шухӑш, ӑна пурнӑҫа кӗртме май пулсан. Ҫав ӗҫе тытӑнас тесен, ӑна лайӑх тӑвас пулать. — Тем тусан та пултараймастпӑр, — тесе ҫирӗплетрӗ унӑн сӑмахне майор. — Вӑл мӗскӗн дикарьсене валли ытла та пӗчӗк парне пулнӑ пулӗччӗ. Правительство магнит уйне сирчӗ, икӗ енчен те тӳрем ҫийӗн, ҫапӑҫакансем ҫийӗн вутлӑ мӗлкесем ташлаҫҫӗ, кӑвакрах ҫулӑмӑн юхан шывӗсемпе сирпӗнеҫҫӗ. «Ҫын халапне питех ӗненме кирлӗ мар иккен, — шухӑшласа илчӗ пирӗн герой хӑй ӑшӗнче. Нӑрӑ пек хура кочегар, пухӑва тӳрех паровоз патӗнчен пынӑскер, татӑклӑн каларӗ: — Мӗн ыйтас унран, эпир ӑна пӗлместпӗр-им. Парас ӑна путёвка, ҫавӑ кӑна. — Темех мар, ҫап! — тепӗр хут каларӗ Дымов. — Ох, ҫук! Стефчов ун телейне ялан пӗтерме тӑрӑшакан ҫын пек туйӑнчӗ; ҫак ҫын ӑна усал пек те, йӗрӗнтермӗш пек те курӑнчӗ. «Пӗлмест!» Пичӗ ҫине тутӑрпа сывлӑш вӑркӑштарса, вӑл ҫав самантрах пӳлӗмрен тухса кайрӗ, ун вырӑнне Барская кӗрсе тӑчӗ: — Каччипе хӗрне уйӑрса илсе кайӑр! Лешӗ вара пӗр шарламасӑр будка патне утса кайрӗ те сӑхмансен купи айӗнчен ҫӗнӗ вӑрӑм чӑпӑркка туртса кӑларчӗ; чӑпӑркка аврин вӗҫне илемлӗ чӗн ярапа ҫакса янӑ. Паллах ӗнтӗ, ҫавӑн пиркиех те Том, май килсен, яланах ҫав ачапа вылянӑ. Ҫамрӑк офицерсем, шкул ачисем пек, иртӗхе-иртӗхе ашкӑнчӗҫ. Анчах та манӑн ытти парӑмсем те пур. Сӑмахран, нимӗҫ чӗлхи. Эпӗ юратман япала. — Хӗрхенетӗп, анчах та ухмахла ӗҫ тумастӑп. — Ҫапла, эпӗ дон Сильвио Мартинец тӑванӗн хӗрӗ. Куҫнӑ май хӑрӑлтата-хӑрӑлтата янӑрать, арӑш-пирӗш сапаланнӑ марсиансене колоннӑсене тӑратать. Пусма патне пырса тӑчӗ те — шӑлне йӗрсе пӑрахса, мӑйӑхне чӗвен тӑратса кӑшкӑрчӗ: — Калӑр вӗсене арсеналта! — Гор ӑнланман сӑмахсем янӑраҫҫӗ. — Калӑр: хӑвӑртрах, хӑвӑртрах!.. Ачан ав куҫӗ те курмасть, пурӑна-киле алли те пулмӗ, ури те, хавалӗ те… Анчах хӑйӗн хӗрӗ ҫунашкапа туртса кайма шут тытнине пӗлсен, лӑпланчӗ, тухас темерӗ, киле ҫитес пулсан сахалран та пӗр ҫӗр утӑм утмалла пулать, икҫӗрне те утма тивӗ тен, шухӑшларӗ вӑл. Михӗрен тухсан, хӑвна ху тирпейлемелле-ха, тӑлӑпне тӳмеле, пиҫихине ҫых — мӗн чухлӗ ӗҫ! ҫитменнине тата хӑлхаллӑ ҫӗлӗк те Солоха патнех выртса юлнӑ. Вӑт халь — вӗсем патӗнче кухаркӑра пурӑнатӑп, тутлӑ-ши вӑл маншӑн? Эпӗ чарӑна пӗлмесӗр каласа кӑтартатӑп: анекдотсем манӑн ӑнран каймалла ӑслӑ тухаҫҫӗ, эпӗ хамӑр умран иртсе каяканне пӗр тӑрӑхланисем чӑтса тӑма ҫук хаяр пулаҫҫӗ… Мӗскӗн Иван Кузмич! Кам апла пуласса шухӑшланӑ!.. Пирӗн вилес килмест. Курткӑна ҫуратӑр! — кӑшкӑрчӗ пирӗн алла ҫакланнӑ мӗскӗн ача. Беспортев ҫав тӗрӗк енне аллипе кӑтартса юрласа ячӗ: Вӑрҫӑ ҫитет, чӗремӗрсем ҫирӗп, Ав ахрашать хаяр тӑшман пирӗн. Ҫавӑнпа вӑл, куду тата маримба текен какӑр сассине янратса тӑрса, халӑха вилнӗ патшана ыран каҫхине пӗтӗм йӑла-йӗркепе пытарасси ҫинчен пӗлтерме хушрӗ. Вӑл мана улталаман, анчах улталасшӑн пулсан (улталасшӑнне эпӗ пӗлетӗп) — ку вара пушшех те начар: иккӗленсе асаплантариччен улталани лайӑхрах. Океан хӗрринелле ҫывхарнӑҫемӗн Гленарван чунӗнче шанӑҫ чӗрӗлсе амаланать Ӑҫтан пӗлен, «Дункан» Мельбурнра тытӑнса тӑма пултарнӑ, вара экспедици Туфольд бухтине яхтӑран маларах персе ҫитӗ? Тарҫӑсем пире валли ҫӑкӑра конус, цилиндр, параллелограм тата геометрин ытти фигурисем пек каса-каса пачӗҫ. Вӗсем ман ҫине пӑхсан, эпӗ именсе кайрӑм, ҫапах та вӗсем умӗнче ҫунса ларакан ҫуртаран пируса чӗртме шут тытрӑм. Ҫавӑнпа эпӗ сан ҫинчен пӗтӗмпех пӗлеттӗм те: эсӗ Атӑл таврашӗнче ял-хуҫалӑх авиацийӗнче ӗҫлерӗн, унтан вара Инҫетри хӗвелтухӑҫӗнче. — Пуринпе те пулсан, тен улӑштарса парӗҫ. Ҫавӑнпа вилӗмрен пурте хӑраҫҫӗ; хавшак чунлӑ тӑмсайсем, малашлӑхра ҫап-ҫутӑ та йӑлтӑр-ялтӑр садсемпе кастратсен тутлӑ-пылак юррисем пулассине ӗненсе, хӑйсене хӑйсем улталаса йӑпанкалаҫҫӗ-ха, вӑйлисем вара кирлин чикки урлӑ тытаҫҫӗ те ним чӗнмесӗр ярса пусаҫҫӗ. Долинник — ҫирӗп, тӗреклӗ латака ҫын, ҫине пиншак, пиншак айне тӗсӗ кайнӑ сарӑ кӗпе тӑхӑннӑ. Хура тӑпран тӑварсӑр шӑрши чӗрӗлӗх парса уҫӑлтарать, тутлӑн варкӑшать. Ӑҫта пытарма юрать-ши, эсир пӗлместӗр-и? Апла пулсан вӑл хӑйӗн юлташӗ тӗлӗшӗпех киревсӗр кӳлешме, ятлаҫма, кӗвӗҫме тата ҫилленме пултарать. Эпӗ сире юратнӑ тесен-и? Хунта деятелӗсем пӑшалсем тупса сутма пултаракан сутӑҫсене те аван пӗлнӗ. — Оля! — терраса ҫине чупса кӗчӗ Женя. — Унтан та усал! йӑлтах ухмаха тухрӗ… Алексей тӑна кӗрсен, Артамонов чышкипе сулкаласа, ӑна хытӑ кӑшкӑрса пӑрахрӗ:— Кам хӗнерӗ сана, — кала? Ҫулҫӳревҫӗсене ҫанталӑк аптӑратмасть, шӑрӑх та мар, ҫумӑр та ҫумасть. Ҫавӑнтах тата хӑй ӑшӗнче шухӑшласа илнӗ: «Мӗн ҫырма пултарнӑ-ха майор? — Пирӗн словарьте «хавхалану» текен сӑмах пур. Кунти лавккасемпе ҫуртсем пӗтӗмпе пекех кивӗ, типсе шултӑрканӑ, вӗсене ӗмӗртенпе те сӑрламан; ҫӗрӗшнӗскерсем аран лараҫҫӗ. Ҫурчӗсем — тӑрнаккай урасем ҫинче, ҫӗртен виҫ-тӑват фут ҫӳлерех лараҫҫӗ; ейӳ вӑхӑтӗнче шыв илесрен ҫапла лартнӑ вӗсене. Евдоксия чарӑнмасӑр палкарӗ; ҫавӑн пекех Ситников та. — «Ну, апла пулсан, вӑл акӑ мӗншӗн ырханласа кайнӑ, — ӑнлантарса парать казак, лашасене те, чикансене те лайӑх пӗлекенскер, — вӗсем ӑна, сана сутас умӗн, вӗрсе хӑпартнӑ пулнӑ. Халь ӗнтӗ ача пӗччен кӗтессем шырамасть; хӑйне валли вӑл аслисен юратӑвӗнчен хаклӑрах туслӑ ҫыхӑну тупрӗ, чун-чӗрере лӑпкӑ самантсенче хӗрача унпа пӗрле пулни ӑна пит килӗшрӗ. Ҫав темӗнле сасӑ хуллен-хулленех уҫӑраххӑн илтӗнме пуҫларӗ, ҫавӑнпа ӑна илтмесӗр юлма та май пулмарӗ ӗнтӗ. — Ах, — тетчӗ вӑл, кӗнекен ятне пӑхса илсе, — эпӗ — кӑна вуланӑччӗ пулмалла! Дежурнӑй кӗчӗ, янрасах кайми сассипе:— Тӑмалла, юлташсем, — терӗ. Манӑн мӗскӗн пиччем, паллах, айӑплӑ: ҫавӑншӑн тӳсмелле пулчӗ те унӑн. Ҫӗр тӗпне анса каясса ҫитрӗ вӑл. Кӑкӑрне тем хӗссе-хӗссе илчӗ, кӑшкӑрса уласа ярӗччӗ те, ҫапах хӑйне аран-аран тыткалама пултарчӗ. Ун ҫывӑх ҫыннисем те ун пекех хӑтланчӗҫ, чӗлхесӗр тухатмӑш сӑмсапа нӑрланине хавхаланса кайнӑ ушкӑн ҫухӑрни, кӑшкӑрни, юрлани хупласа хучӗ. Фелима вӗлерме вӑхӑт ҫук. «Тухатмӑшпе-и? Сасартӑк мотор сӳнчӗ те, вӗсем чарӑнчӗҫ. — Ҫите-е-ет сана, путсӗр упӑте! Елена хӑйне лӑпкӑ тытнӑ пек пулчӗ, анчах нимӗн те ҫимерӗ, каҫсенче ҫывӑраймарӗ. — Халь урӑхла вӑхӑт, — тӑсрӗ вӑл малалла, ассӑн сывланӑ май куҫхаршине кӑштах ҫӗклентерсе, — халӗ ӗнтӗ мӗн пур пекки йӑлтах япӑхланчӗ, эпир те япӑхлантӑмӑр, тӗрӗс вӗт, Nicolas. — Ларӑр, — терӗ те вӑл лӑпкӑн, тилхепесене туртса хытарчӗ. Шуйттан пӗлет-и ун пек ҫынсен пуҫӗсенче мӗнле шухӑшсем пуррине! Унӑн тем каласан та Макар е Любишкин ҫине сиксе лармаллаччӗ, тем шуйттанӗ ҫавна картишӗ тавра ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн ман ҫине пырса тӑрӑнтарчӗ. — Кам пултӑр тата? Патнех ҫывхартӑм. Ҫапла, ҫапла, ури ҫӗрнӗччӗ унӑн, — ҫав этемех вӑл. Огнянов ӑна хӑяккӑн ҫеҫ курчӗ, лапсӑркка пуҫӗ вӑрӑмччӗ, ӑна упӑте пуҫӗ пек туйӑнчӗ. Вӑл ҫын ҫӗр тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пынӑ царвульӑ кантрине ҫыхма тытӑнчӗ. Стена ҫумӗнче хӗҫсем, нухайккасем, кайӑк тытмалли танатасем, сеткӑсемпе пӑшалсем, кӗмӗл тӑхаллӑ чӗн тӑлӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, унтах тата тар хумалли илемлӗ мӑйракапа ылттӑнланӑ йӗвен ҫакӑнса тӑрать. Параднӑй крыльцара шӑнкӑртаттарчӗҫ, эпӗ алӑксене уҫрӑм та, сӑмавар хатӗр-и, тесе карчӑк ыйтнине хирӗҫ кӗскен ответлерӗм: — Хатӗр, — терӗм. Дикарьсем ытла та выҫӑ пулнипе этем какайне ҫиме пуҫланӑ, жрецсем вара ҫав юрӑхсӑр йӑлана тӗнпе ҫыхӑнтарса ӑна законпа ҫирӗплетсе хунӑ. — Жирафсем? — тепӗр хут ыйтрӗ Уэлдон миссис. Ун вырӑнне кашни балкон ҫинчен мандолина кӑнтӑртатни илтӗнет, карса хунӑ чаршавсем хыҫӗнчен ывӑннӑ ҫынсен юррисем тухаҫҫӗ. Ҫавӑнтан темиҫе ҫӗр ҫул иртсен те-ха, 1811 ҫулта Раҫҫейре ҫутӑ комета курӑнсан, халӑх вӑрҫӑ пулассине пӗлтерет тесе шухӑшланӑ. Халӗ май пур-ха, анчах кайран вара кая пулӗ. Тус пек, тӳрӗ те лайӑх ҫын пек, сӑмах парӑр. — Мӗнле апла? «Пӑтраштарнине» каларӑм ӗнтӗ, тата «ырӑ ят» та «лояльнӑй тивӗҫ» юлчӗ. Тепри ҫыхланса ӳкмелли ҫӗртен эпӗ пурпӗрех ҫӗмӗрсе тухатӑп. Эсир манӑн шухӑшӑмсене ырламастӑр. Ӑна тимӗр картапа ҫавӑрнӑ; унӑн икӗ вӗҫне икӗ ҫамрӑк чӑрӑш лартнӑ. Эпӗ подвал ҫинчен ҫеҫ мар, эсир ӗнер начдив шоферӗпе ҫур бутылка самогонка ӗҫнине те пӗлетӗп, — тесе хучӗ вӑл малалла. Ашшӗ-амӑшӗсӗр каччӑшӑн, инкӗшӗсӗр пуҫне, никамах та кулянаканни пулмарӗ, юратӑвӑн кӑткӑсах мар искусствине Дымок вӗрентсе хӑварнӑ хӗрупраҫсем кулянкаларӗҫ, анчах вӑл вӑраха пымарӗ. Пӑрахут ҫинчен асӑрхаччӑр тесе, эпир хунар ҫутрӑмӑр. Темиҫе хутчен те тухса каланӑ Аркашка Менок колхоз майлӑ тата тем каласшӑнччӗ, анчах ун пырӗнчен сӑхакан хур тискеррӗн чӑшлатнӑ чухнехи пек сасӑ ҫеҫ тухрӗ. Вулар-ха: Савнӑ Фидель! эпӗ ниепле те санӑн мещанла ятна хӑнӑхса ҫитейместӗп. — Ярӑр, шуйттансем, — терӗ пӗри, йӗрсе ярас патнех ҫитнӗскер. Хӗлле вӑл, танксен пысӑках мар группи пуҫӗнче пулса, Ржев ҫывӑхӗнчи укрепленисемпе ҫирӗплетнӗ ялӑн гарнизонне атакӑланӑ, — унта тӑшманӑн пӗчӗк оперативнӑй штабӗ пулнӑ… — Пысӑк, — ответленӗ Фома, пӑртак шухӑшласан. Пӗррехинче вӑранса кайрӑм та, вӑл ман ҫине пӑхса вырта парать. Паян каҫхине 7 1/2 сехетре тем тесен те килмеллех. Турӗ вӗт, йытӑ ҫури, халӗ ман мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? — Фуфайкӑпа лайӑхрах, ҫапла-и? — ыйтрӗ вӑл, йывӑртараххӑн утакан Озерова сӑрт ҫинче кӗтсе тӑна май. — Сирӗн кӳршӗсем! — Мана та, — кӑмӑллӑн кулса илчӗ вӑл. Тахҫан хӗрлӗ пулнӑ кӗпин тикӗтпе вараланса пӗтнӗ ҫухи уҫӑлса кайнӑ та, ун айӗнчен хытанка хулпуҫҫи шӑмми тата кӑкӑрӗ ҫинчи хура ҫӑмӗ курӑнать, — унӑн пӗтӗм кӗлеткинче халӗ салхулӑх, хурлӑх палӑрать. Чухласа илес пулать: мӗншӗн пурӑнатпӑр? — Эпӗ Обществӑна ҫӑлакан Комитетӑн делегачӗ. Ҫак ҫынсенни пек мар тарӑн та вӑйлӑ йӗрсем, бронза тӗслӗ пичӗ, ҫав тери ҫара куҫхаршисем, чӑтма ҫук хӑрушӑ куҫсем, унӑн пӗрӗмлӗ, ытла та шалпар, Азире тӑхӑнакан тумтир пек тумӗ, — пурте унӑн вӑйӗ ытти ҫынсен вӑйӗ пек кӑна маррине кӑтартнӑн туйӑннӑ. Санпа килӗшетӗп, факт! Килтинчен те лайӑхрах. …Кунсем иртеҫҫӗ… Магеллана инҫе ҫула тухса кайичченех тӑшмансем тӗрлӗ майсемпе чӑрмантарнӑ: каймалли тӗрлӗ хатӗрсемпе апат-ҫимӗҫ илме укҫа паман, вӗлерме те хӑтланнӑ. Вӑл ҫӗр ҫине ӳкет, тап-тасаскер, хаваслӑскер, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса та хуллен шӑнкӑртатса, хӑйне вӑйлӑ та шавлӑ шыв юхӑмӗ пек туйса, хӑвӑрт таҫта сулахаялла чупать. Кӑна ӗнтӗ вӑл татаклӑнах шутласа хунӑ пулнӑ. — Ӑҫтан пӗлес-ха ман, господин комендант? — терӗ те вӑл, питне хурлӑхлӑн чалӑштарса илчӗ. Унтан вӑл сӑвӑса илчӗ те ӑна вӑрӑм лаптак парта ҫине хучӗ. Ну апла тесен, ӗҫ тухать. Симурденӑн сӑнӗ-пичӗ каллех чул пек хытрӗ. Вара Сен-Жером йӗме тытӑнать, чӗркуҫленсе ларать те каҫару ыйтать. Урасем аван та вӗсем, ҫавах та хӑван мар. Кама мӗн кирлӗ, ҫавна турӑ патӑр; пире хаяр сунакана турӑ хур кӑтарттӑр, пире курайманни ырӑ ан курайтӑр! Эпӗ тата пӗчӗк ача та мар. Эпӗ те сан пекех. Ҫук! Ҫук! Апла пулсан, тен, ӑна шӑмӑсӑр, ҫемҫе ӳтлӗ чӗрчунсем-моллюсксем — ытларах илӗртеҫҫӗ пуль? Тен, пуҫ-ураллӑ, ҫурӑм шӑммисӗр шыв чӗрчунӗсем ӑна хӑйсен вӑрттӑнлӑхне уҫса панӑ пулӗ? Ну-и вӗренетӗп вара унта, пӑхса кӑна тӑр! Холодовсем эпӗр… Мӗн калӗ вӑл Лантенакӑн ырӑ ӗҫӗ пирки? Паллах, сирӗн пурте пур — модӑсем те, ҫу та! — Мӗншӗн пӑчӑртать? — тавҫӑрса илеймесӗр ыйтрӗ Илья. Мускаврах пулнӑ та, килне пырсан хамӑн Катьӑна шырама Ярославле тухса каятӑп тенӗ ҫырӑва тупсан кӑштах ӑнтан кайман. — Эсир мана ӗненместӗр пулсан, эпӗ халех аллӑ ят каласа тухатӑп. Хӑвна мӗн пӳрнинчен ытларах илес тени. Тӑкӑрлӑк еннелли алӑк хуллен уҫӑлса хупӑнчӗ. — Эсир манпа килӗшетӗр пулӗ тетӗп эпӗ. Гленарван лашипе ӗҫе татма тата та ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Андрей ӑна хулпуҫҫийӗнчен ярса тытса месерле ҫавӑрса хучӗ те пусса выртрӗ. Верховнӑй Главнокомандующин приказӗсем тӑрӑх шутласан, Воропаев корпусӗ событисен пуҫӗнче 3-мӗш Украинскинче пырать. Унӑн пӗчӗк ывӑлӗ ҫине пӑхма та шел. Телейлӗ ҫулҫӳревҫӗне пурте кӑмӑллӑ та ҫав тери ыррӑн туйӑнать. Илсе кай пире асли патне, Александр Анисимыч ятли патне!» …Половцев патне Яков Лукич яланхи пекех тӑр-тӑр чӗтресе пырса кӗчӗ. Ҫапла! Ӑнланас пулать ҫакна!.. Иезуитсем ҫинчен питлесе ҫырни ун вӑхӑтне ытлашши илмӗ. Пӑшал шалтлатрӗ; пульӑ тӗлленӗ вырӑнтан аяккине ӳксе тусан ҫӗклетрӗ. Вӑкӑр вӑл чӗлхипе хӳри айне ҫуласа илейрет, эсӗ ӗнтӗ, паллах, унашкал, тума пултараймастӑн пулӗ-ха, э? Танксем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑрмантан шуса тухаҫҫӗ, хураскерсем, тем пысӑкӑш нӑрӑсем пек кӗрлесе, ланкашкасем тӗлӗнче чӳхенкелесе, хуллен ҫеҫ сарӑ хир тӑрӑх шуса, сапаланса пыраҫҫӗ. Кометӑн чи пахи вӑл етри те, пуҫӗ те мар-ха, пире пуринчен ытла интереслентерекенӗ — унӑн хӳри. — Мӗн кирлӗ сире? Таня ирсерен пирӗн патӑмӑра кӗлентӗршӗн пыратчӗ, вӑл — яланхи пекех хаваслӑ, кӑмӑллӑ та ҫепӗҫчӗ пирӗнпе. Мана ҫӑмӑллантаракан савӑнӑҫ хумӗ — ҫав тери пысӑк, хӑватлӑ туйӑм! — пырса ҫапрӗ, унтан сулахай ура ыратни ҫунтарса илчӗ. Ун чухне вара канма та пӗлмеҫҫӗ, малтан тумасӑр хӑварнӑ ӗҫсене, сехечӗ-сехечӗпе ытлашшине аппаланса, тармакланса, латсӑр-тӑнсӑр вӑйпалан та пулин вӗҫлесе пӗтерме пикенеҫҫӗ. Вӗсем ҫуртсем ҫумӗпе йӑпшӑнса чылайччен утрӗҫ. — Ах, эсир килӗшмӗр тесе, питех те хӑранӑччӗ эпӗ. Ҫак сӑмахсем судьясемшӗн кулӑшла пулни кӑна ӑна вилӗмрен хӑтарса хӑварнӑ. Ну, апла эппин чунне витрӗ пулмалла-ха… Хӗрӗх икӗ пӑт вӑрлӑхлӑх тырӑ леҫсе пани — ку сана кушак аҫи куҫҫулӗ тӑкни мар. Пур ҫӗрте те шыв, хӑш-пӗр тӗлте пилӗк таранах. «Эх, ҫутӑ тинӗс, йӑлӑхтарать иккен кунта! — терӗ вӑл, кӑмакари вутта клюшкӑпа пӑтраткаласа. Ентрӗкленче, ҫуртасем ҫутрӗҫ. Дубава сӑмах ыйтать, ӑна ҫавӑнтах ирӗк параҫҫӗ. Гусев кресло ҫине, экран ҫумне, лаштах ларчӗ. Унтан вӑл короле ыталарӗ, Сюзаннӑпа Куян Тути те ӑна тепӗр енчен пырса ыталарӗҫ. Башньӑран икҫӗр утӑмри ҫаран леш кӗтессинчен, халӗ хӑй тӗттӗмре уткаласа ҫӳренӗ ҫӗртен, ҫав шӑтӑк курӑнать. Ун хыҫӗнчи саксем ҫинче те, унччен ҫынсем пусӑрӑнчӑклӑн кӗтсе ларнӑ ҫӗрте, халӗ вӑйлах мар шав пуҫланчӗ. Ҫӗтӗк сӑхманӗн ҫухинчен ярса тытса, — курпунланнӑ ҫурӑмӗ тӗлӗнчи пӗркеленчӗк мӑйӗ, ҫав вӑхӑтра ҫара юлса, мӗскӗнле курӑнчӗ, — кӑвак тӗслӗ, сулӑнкаласа пыракан тӑйлӑк-тайлӑк ларкӑч ҫине утланса лартӑм, вара эпир Воздвиженка тӑрӑх анаталла тӑнкӑртаттартӑмӑр. Пурте хӗрес ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ, калаҫма чарӑнчӗҫ. Мӗн шухӑшлатӑр-ха эсир?.. Сасартӑк вут-ҫулӑм экрана ҫутатрӗ, пӳлӗм урайӗ айӗнче харӑссӑн кӗрӗслетрӗ те тӗтреллӗ экран сӳнчӗ… Ҫитӗннӗ ҫынна пӗрре хӑнӑхнӑ кивӗ йӑласенчен хӑтӑлма йывӑртарах пулсан та, эпӗ пурпӗрех темиҫе вӑхӑтран хамӑн кӳршӗ ехусемпе килӗштерсе пурӑнасса, вӗсен шӑлӗсемпе чӗрнисенчен сехӗрленме пӑрахасса шанатӑп. Ҫар канашӗн приговорне тӗрӗс пурнӑҫа кӗртмелле. Пуҫупа шухӑшласа пӑхран-и? «Урам килсе ан пустӑр сирӗн ҫуртӑра». Вӑл, тем ҫинчен шухӑшласа, пӗр самант чӗнмесӗр пычӗ те малалла калаҫма пуҫларӗ: — Вунпилӗк ҫул чиркӳре юрларӑм, пӗтӗм Луганск завочӗпе те манӑнни пек сасӑ ҫукчӗ пуль ахӑртне, кайран, шуйттан пуҫӗ, икӗ ҫул каялла пӗрре Донецра шыва кӗтӗм те ҫавӑнтанпах ӗнтӗ пӗр нотӑна та тасан илме пултараймастӑп. — Эсӗ, Джим, мӗнле лекнӗ кунта, — ыйтрӑм эпӗ, — мӗн тума килтӗн? Волошин янӑ связнойсем щель умӗнче тӑнине курсан, вӑл вӗсене хыттӑн алӑпа сулса чӗнсе илчӗ. Юрать-и? Ҫавнашкал тӑнсӑр ухмахран хама епле хӳтӗлемелле-ха манӑн? Пӗлесӗнччӗ, ху пурнӑҫӑшӑн эсӗ кама тивӗҫлине, йӗксӗк, путсӗр! Ривэрӑна никам та саламлакан пулман. Вӑл, тӗреклӗ те сарлака хулпуҫҫиллӗскер, яланхи пекех ҫухавине ярханах янӑ. — Кӑна эпир те вулама пултараттӑмӑр, — терӗ студент. Урок пӗтрӗ, ача-пӑчасем килкартине тухса, Павкӑна ҫавӑрса илчӗҫ. Эпӗ кашни кун тенӗ пекех кукамая:— Вӑрмана каяр! — тесе тархаслама пуҫларӑм. Чура сутуҫин агенчӗсене кунашкал хурала тытса пыма ҫӑмӑлах мар. Огнянов тӗрӗксен пӗрремӗш ялне пырса кӗнӗ чухне лапка юр ҫӑватчӗ, юр пӗтӗм таврана шуратрӗ. Кунта кайни мана пит пысӑк усӑ панине хам тӑшмансем мана пит хӗсӗрлеме тытӑнсан, пӑртак вӑхӑт иртсенех ӑнланса илтӗм. Фасадне тем пысӑкӑш фанера листисем ҫине сӑрласа ӳкернӗ. — Пурне те тӳрлетӗпӗр, тӑвӑпӑр, чӑн сӑмах паратӑп! — Каҫарӑр! (Эпӗ ҫавӑртӑм.) — Ну, мӗн тӑвасшӑн эсӗ унпа, киревсӗр этем? — терӗ вӑл, ӑна курсан хыпаланса сиксе тӑнӑ Василие алӑк патнелле тӗртсе. Ҫӑхавласси никам пуҫне пырса кӗмест: мӗнпурне пӗтӗмпех темле калама ҫук хӑрушӑ, питӗ хаяр вупӑр пусса лартнӑ; полка темле тӑмсайла гипноз ҫатӑрласа, ҫавӑрса илнӗ. — Эп ӑна калӑп. Хӑвӑрт ҫывхаракан хӗр ҫине вӑл ӑшне кӑштах вӑркатмасӑр пӑхма пултараймарӗ: «Ҫак минутсенче ҫӗннине мӗн шутласа тупма пултарнӑ-ха вӑл? — Мӗнле-ха эсӗ, мучи, килӗнтен тухса тарма пултаратӑн? — кулса ярасран аран-аран тытӑнкаласа ыйтрӗ Давыдов. Тӗлӗнмелле ҫивӗч ача, Софья Ивановнӑна кашни ирех хаҫат вуласа парать, Танюшкӑпа пӗрле юрӑсем юрлать. — Аран кӗтсе илтӗм! Йӑлӑннипе ӳкӗте кӗменскер, мӗнле хаваслӑхпа каллех тытӑнӗ вӑл хӑйӗн ҫынсене курайман тискерлӗхӗпе ним хӗрхенмесӗр тавӑрма! Эп сывалнӑ хыҫҫӑн ватӑ Мануйлиха чӑтма ҫук йӗрӗнчӗкле пулса кайрӗ, мана ялт уҫӑ курайманлӑхпа кӗтсе илме пуҫларӗ, — эпӗ хаттӑра ларатӑп пулсан, кӑмакари чӳлмекӗсене ҫав тери ҫиллес, ҫав тери шавлӑ хаярлӑхпа куҫаркалать, — ҫавӑнпа эпир Олеҫҫӑпа кашни каҫах вӑрманта курнӑҫма кӑмӑл турӑмӑр… Дьяк ӗхлеткелесе, аллисене сӑтӑркаласа кӗчӗ те, хӑй патне кӗҫӗр никам та пыманни ҫинчен каласа пӑчӗ: санпа пӗрле каҫ ирттерме май килсе тухнӑшӑн питӗ хавас, ҫил-тӑманран хӑрамасӑрах килтӗм, терӗ вӑл. Унтан шӑршӑ кӗмен пирки инструктор техника чышкипе юнаса илчӗ. — Тапратса яр! «Мӗн ҫинчен? — ыйтрӗ йӗкӗт, тин ҫеҫ ыйхӑран вӑраннӑ пек. Эпӗ хама кам та пулин аякран пырса пулӑшасса кӗтмен, телейлӗ самант килсе тухасса та шанман, анчах мӑйӗпе манӑн ӑшри ирӗклӗх вӑйӗ ҫирӗпленсе пычӗ, вара пурӑнӑҫ условийӗсем мӗн тери йывӑртарах — эпӗ хама ҫав тери ҫирӗпрех тата ӑслӑрах пулнӑ пек туяттӑм. Ольховка таврашӗнчи армансене пурне те пӑсса пӗтернӗ. Шавлӑ ушкӑн пырса кӗнӗ чухне тачки ҫиленнӗ пек пулчӗ, ура ҫине тӑчӗ; анчах ӗҫ мӗнле иккенне курсан, шӑлне йӗрчӗ те кӑшкӑрма ҫеҫ чарчӗ: юнашар пӳлӗмре сунарҫӑ ҫывӑрать, терӗ. Вӑл, паллах, ҫыранӑн ку пайӗнче ҫынсене курасса кӗтмен. Сухарько, Виктор енне тайӑлса, куҫӗсене хӗссе калаҫать: — Вӑл хӗр иҫӗм ҫырли пекскер, ун пекки урӑх ҫук та кунта. «Полярти пӗр манӑҫнӑ экспедици ҫинчен» ятлӑ статьян ячӗ шӑп манӑн докладӑнни пек! — аялта «Н. Татаринов» тенӗ. Вӑл, кула-кула, Тихон Вялов пуртӑпа пӳрнине касса татни ҫинчен каласа кӑтартать. Казбич темӗнччен пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Акӑ вӗсем, ярӑнса кӑна, сарлака ункӑсем ҫырса, ҫӳлелле, пӗлӗтӗн кӑвак анлӑхне ҫӗкленнӗ, шурӑ юр пек тӗкӗсен кӗмӗлӗпе ялтӑраса, ҫӳлӗрен ҫӳле ишнӗ. — Вӑл аллине тӑсса кӑтартрӗ. Яков итлет, унтан лӑпкӑн калать: — Хӗрарӑмсем пиркиех халӑх самаях пӗтет… Рене-Жан ӑна хӑвӑрт тӳрлетрӗ: — Эх, эсӗ те ҫав, хӗрача! Халь ӗнтӗ вӑл хӑй ролӗнчи чӑн-чӑн старикех, хулӑн та янӑравлӑ сасӑпа юрласа ячӗ: Виҫ каҫ эп куҫ хупман. Ҫапах та герцог кунӗпе ҫыхӑнса выртасси йывӑр терӗ, мӗн те пулин урӑххи шухӑшласа тупма пулчӗ. Анчах тепӗр минутранах вӑл урайнелле тӑсӑлса ӳкрӗ. Ҫӗрле тата ҫутӑ кунӑн пысӑк пайне вӑл вырӑн ҫинче выртнӑ, юлашки вӑхӑта чӳрече умӗнчи кресло ҫинче ларса ирттернӗ. Ак пӗр-икӗ эрне ӗҫлекелесе, хамӑрӑннисем патне ҫӑнӑх та, ҫу та яма пултаратпӑр. — Малтан: Фушертан илсе килмелле тетчӗҫ. Эпӗ мӑнкӑмӑллансарах каласа хуратӑп: — Эпӗ вӑрласа та куркаланӑ, — тетӗп. Ыйткалакан вӑл, хӑйӗн телейне пула, пире Христос ҫинчен астутарма килнӗ ҫын, вӑл Христос шӑллӗ, вӑл турӑ чанӗ, вӑл, пирӗн намӑса вӑратас тесе, этемӗн тутӑ ӳтне ҫуйхатас тесе, пурнӑҫа чан ҫапма килнӗ… Команда хӑйне хӑй тыткалани, мана шлюпка ҫинчех сехӗрлентернӗскер, эпир каран ҫине тавӑрӑнсан тата хӑрушӑрах пулса тӑчӗ. Половцев Лятьевскине куҫ хӗсрӗ. — Касать ӗнтӗ вӗсене вӑл, — терӗ Павел Петрович. Аппу пурӗ пӗр килте мар вӗт халь. Ку ҫырӑва сана кам парассине ху пӗл! «Ҫил типӗтсе янӑ сӑртӑн тайлӑмне пӗрремӗш хыра лартатӑп, кунта вӑрман кашлатӑр тата манран кайран килекенсем валли сулхӑн пултӑр», — чӑштӑртатса илӗччӗ хыр вӑрманӗ. «Эхер те ӑна пытарса хӑварсан, пысӑк ҫылӑха кӗретӗр…» — илтӗнчӗ мана пӗрмаях, хама ҫав тери ҫылӑхлӑ ҫын тесе шутланӑран эпӗ мӗнле пысӑк асапа тивӗҫлине те пӗлмерӗм. — Турӑҫӑм, эхер ҫакна амӑшӗ курас пулсан! — терӗ кукамай, манран тепӗр еннелле ҫаврӑннӑ май юхса тухнӑ куҫҫулӗсене шӑлса. Примуспа кукӑль пӗҫерме те пулать, тӗрӗссипе каласан, ку вӑл тӗлӗнмелле чаплӑ япала, хуҫалӑхра ҫав тери кирлӗ япала. Укӑлчари садсене застава вырнаҫрӗ. Кунтан хирсем пуҫланаҫҫӗ тата таҫта инҫете ҫити тӳп-тӳрӗ ҫул курӑнса выртать. Ключница Кирилловна хӑй астунӑ юмахсене каласа пӗтерчӗ; хӗрарӑмсен юррисем мана кичеммӗн туйӑна пуҫларӗҫ. Пӑван ҫемҫе тенкел ҫине витнӗ бархатӑн ҫӳҫисене турткаласа куҫне уҫмасӑр выртать. — Ну, тав турра! — терӗ амӑшӗ, ҫӑмӑллӑн сывласа илсе. Пытарасса ӑна виҫҫӗмӗш кунне пытарчӗҫ. Ҫапла вара эпӗ сире тарма май парсан, эсир ирӗклӗхпе усӑ курса, ҫынсене пусмӑрлассипе юн тӑкассине сирме мар, вӗсене вӑйланма пулӑшнӑ пулӑттӑр-и? Пырас темӗн-и эсӗ ман пата, ман кӗтӳ ҫӳрекен ҫӗре? Ун умӗнче атте пирӗнпе те ҫемҫерех. Симпсон сӑрчӗсемпе Торангуверӑн тӑвӗсем кунта Лоддо округӗн кӑнтӑр енчи чиккисене ҫӗр хӗрӗх градуслӑ долгота ҫинче палӑртса тӑраҫҫӗ. Берсенев шартах сиксе илчӗ те Инсаров ҫине пӑхрӗ: унӑн пичӗ, асаплӑн та вилнӗ ҫыннӑнни пек, ним хускалмасть, аллисем те вӑйсӑррӑн тӑсӑлса выртаҫҫӗ… — Мӗнле улпут? Халӗ ӗнтӗ вӑл каска ҫинчен мансах кайнӑ. — Мӗнле пӗлмелле мар-ха манан? — тӳрккессӗн мӑкӑртатрӗ Ярмола. — Хаклӑ Мэри, — терӗ вӑл, — куратӑп эпӗ, сирӗн аслӑ тивӗҫлӗхсене Джон капитан хисеплӗ вырӑна лартать. Эсир манӑн яхта ҫинче питӗ аван ҫӳренине пӗлсе эпӗ хама телейлӗ, тетӗп. Гетманпа полковник питех те сӗлкӗш тӑчӗҫ, темле йывӑр инкеке сиснӗ пек, пурте шухӑша кайса нумайччен ним чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Назанский шӑппӑн та ытарлӑн кулса илчӗ. Эсир пирӗн N хулинче ҫуралса ӳснӗ-ҫке-ха… Вӑл питӗ нумай ӗҫрӗ, ҫавӑнпа унӑн юлташӗсем вӑл мӗнпур шыва ӗҫсе ярасран та хӑрама пуҫларӗҫ. Ҫак туйӑм хистенипе эпӗ портфеле май пур таран васкарах хупса питӗресшӗн пултӑм, анчах ҫак асран кайми кун мана темиҫе тӗрлӗ инкек курма пӳрнӗ пулмалла; пӗчӗк ҫӑраҫҫие ҫӑра шӑтӑкне чиксен, эпӗ ӑна кирлӗ еннелле мар, урӑх еннелле пӑртӑм; ҫӑра питӗрӗннӗ тесе шутласа, эпӗ ҫӑраҫҫие кӑлартӑм та — ай сехре хӑппи! — ман алӑра ҫӑраҫҫи хуҫӑкӗ ҫеҫ. Пичӗ унӑн ним шухӑшсӑрскер, кӑвак паллӑсемлӗскер, питҫӑмартийӗнче хӗрлӗ ҫӳҫ тӗмиллӗ шӗпӗн пур, вӑя ҫав ҫӳҫ пӗрчисене йӗп пек пӗтӗрсе ҫӳрет. Ах, Фома… мухтавлӑ ашшӗн ывӑлӗ эс! Священник тӗн ҫинчен вӗрентет. — Палли те ҫук, — тесе кӗскен каларӗ Стумпӗ. Старик пӑрӑнчӗ те: «ҫурӑк сӑмса«, — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Софья пирус чӗртрӗ. — Ҫирӗм ултӑ тенкӗ. Дамӑсем, тем тесен те, каччӑсемпе ылмашӑнчӑклӑн ларччӑр тесе, вӑрах хушӑ вырӑн суйласа муталашрӗҫ. Акӑ каллех кунталла! Маша Алешӑпа ҫав тери тӳлек, унӑн кашни хусканӑвне тӑнлать-тимлет — амӑшӗнчен те ӑслӑрах. — Юрать! — терӗ амӑшӗ. — Ҫӳҫентерет те-и? Тепӗр тесен, чаршав туянма кӑна укҫа тӑккаларӗҫ; ӑна хӗрлӗ хӑмачран ҫӗлетрӗҫ те Дебрянри турӑшсем сӑрлакан ҫынна ҫав чаршав ҫине лира ӳкерчӗкӗ тума пачӗҫ. Ӳкерчӗкӗ утӑ тавӑрмалли сенӗк пек пулса тухрӗ. — Чарӑнма пӗлетӗн-и эсӗ паян? — ыйтрӗ Нагульнов. Паян ирхинехи пысӑк пӗлтерӗшлӗ те мӑнаҫлӑ шухӑшсем хыҫҫӑн хӑйне вӑл халӗ пӗчӗк, мӗскӗн, шурӑхнӑ шкул ачи пек ҫеҫ, темле никам юратман, йӑваш та пӑрахӑҫа кӑларнӑ ҫапкаланчӑк евӗр кӑна туйрӗ, — ҫак улшӑну вара питӗ намӑслӑччӗ. — Унта Корытов ҫинчен сӑмах пулман вӗт? — Ҫапла, анчах ҫынна шанма унпа чӑнласах туслӑ пулмалла, эпир иксӗмӗр туслӑ мар-ха, Nicolas; астӑватӑн-и, эпир туслашу ҫинчен калаҫнӑччӗ: чӑн-чӑн туссем пулас тесен, пӗрне-пӗри кашни кирлӗ. Пӗр утмӑл ҫул каярах, Атӑл ҫинче миллионлӑ пурлӑхсем юмахри хӑвӑртлӑхпа аталанса пынӑ чух, — Заев ятлӑ пуян хуҫан пӗр парӑшӗ ҫинче Игнат Гордеев водоливра ӗҫленӗ. Унта приказнӑйсем айӑплӑ мар. — Канаш пама пӗлместӗп сана, чунӑм, ху шутла. Сасартӑк Катя хапхаран тухрӗ те Садовой тӑрӑх васкамасӑр утрӗ. Набег тӑватӑ куна пычӗ. Анчах мӗн вара, апла мар пулсан?… — М-мӗншӗн-ха эсир мана тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ марпа чыхӑнтаратӑр, манӑн нимӗн те ыратмасть вӗт? Марийка ӗнтӗ ҫӗрӗпех Андрейпе калаҫса ирттерме хатӗр. Вӑл кровать патне, ула-чӑла пирпе витнӗ арча ҫине пырса ларчӗ. Амӑшӗ чӳрече витӗр пӑхрӗ, — тулта сивӗ, шартлама сивӗ кун йӑлкӑшса тӑрать, унӑн кӑкринче те ҫутӑ, анчах вӗри пулчӗ. — Сан арӑму? — Пуҫне вӑл васкамасӑр та салхуллӑн сулкаларӗ. Ачан йытӑ ҫине пӑхма вӑхӑт та пулмарӗ. Пӳлӗме таврӑнсан, амӑшӗ пӑшӑрханса чӳречерен пӑхса илчӗ. Вал пӳлӗме йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те мӗн пулнине ӑнланса илеймесӗр ҫамкине аллипе сӑтӑрчӗ: — Мартини! — Ҫапла, ухмах мар. Вӗсен хаваслӑхӗ сӗтел хушшинче те иртмерӗ-ха. — Ан мӗкӗр. Эпир Касьянпа пӗрле вӑрман каснӑ вырӑнта нумайччен ҫӳрерӗмӗр. «Кирдягӑна суйлас тесе кӑшкӑрӑр!» тенӗ Тарас Бульба шӑппӑн хӑшпӗрисене. Эпӗ ун чухне наукӑшӑн кролик вырӑнӗнче пулса ӗҫлеме мӑй пуррине пӗлменччӗ-ха, ҫитменнине Евреинов мана ҫав тери лайӑх каласа ӗнентеретчӗ: университетсене шӑпах сан пек ҫамрӑксем кирлӗ, тетчӗ. — Аннем! хӗрхенсем хӑвӑн чирлӗ ачуна?.. — Ҫиес килмест манӑн, тавтапуҫ, чунӑм, — терӗ амӑшӗ. — Тӳррипе калӑр-ха, леш икӗ господин вара, пӑтӑ ҫиекеннисем… — Саламински ҫапӑҫу умӗн Фемистокл та пӑтӑ ҫинӗ, — ӑшшӑн кулса астутарчӗ Берсенев. Часрах илтесшӗн ҫуннипе, креолка вӑл сӑмах тапратассине кӗтсе тӑман. Вӑл Наталья ҫине пӑхмасӑр ларма тӑрӑшать, пуҫне ялан тӳррӗн, хускатмасӑр тытса ларать, анчах та куҫӗсене чарма пултараймасть, вӗсем ирӗксӗрех хӗр еннелле чалӑшаҫҫӗ. — Эсир мана кӗрешӳ пуҫласа ямалла тетӗр, — пуҫланӑ сӑмахне тӑсрӗ Кандов, — ирӗке кӗрешӳре илмелле тетӗр. Вӑл ҫывӑрса кайса хӑйне хӑй тӗрӗслесе тӑма чарӑнсанах йынӑшма, тапкаланма, шӑлӗсене шатӑртаттарма тытӑннӑ, унӑн сӑн-пичӗ асаплӑн туртӑнкаланӑ. Тата темӗн те пӗр ҫавӑн евӗрлӗ каланах ӗнтӗ ӑна. Пӗррехинче вӑл мана ҫакна та каланӑччӗ: эпӗ ку полка мӗншӗн килсе кӗни ҫинчен никам та пӗлмест, тенӗччӗ, вӑл сӑлтав ӗмӗр-ӗмӗрех пӗлӗтпе иксӗмӗр хушшӑмӑрта вӑрттӑнлӑх пулса юлӗ, тенӗччӗ. Марсиансем унран сехӗрленсе чакаҫҫӗ, кукленсех ларчӗҫ. Ҫапах та вӑл, ӑна майор кӗтмен ҫӗртен вӗриленсе кайса хирӗҫлемен пулсан, Айртонран приказ парса Мельбурна ӑсатнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Паганель те ҫавӑн ҫинченех хистерӗ. Иртерех мар-и? — Ухмах! Хӑшпӗр чух этемӗн пурнӑҫӗ ҫав тери чухӑн пулать, ун пек вӑхӑтра вӑл ирӗксӗрех хайӗн киревсӗр енӗсене те хака хурать; час-часах ҫынсем кичемрен киревсӗре тухаҫҫӗ, теме те май пур. — Эпӗ Грушницкий патӗнче драгун капитанне тата тепӗр господина тӗл пултӑм, унӑн хушаматне ас тумастӑп. Ҫапла эпир кашниех вӗренӗн икӗ вӗҫне те алӑсемпе тытса ун тӑрӑх ҫӑмӑллӑнах шуса анма пултартӑмӑр: икӗ ҫӗр фут ансан, вӗренӗн пӗр вӗҫне алӑран вӗҫертсе, тепӗр вӗҫӗнчен туртса илме те йывӑрах мар. Кама ӳкернӗ эсир унта? Ҫапла ҫав, сахал. — Эсӗ вӑрлатӑн-и, — тесе ыйтрӑм эпӗ Сашӑран. Кирек мӗнле пулсан та, Лушка хӑйшӗн хӑй тӑма пӗлнӗ, хӑйне хирӗҫ хӗрарӑмсене яланах тивӗҫлӗ отпор панӑ. Резина йывӑҫӗсене, шӑна-кайӑксене курассине пурне те кая хӑварса пычӗҫ. Ух-хмах… Хӗмленсе тӑракан фонтан 10 минут хушшинче Ҫӗрпе Уйӑх хушши чухлӗ ҫӳлелле ҫӗкленет; Уйӑх унӑн ҫулӗ ҫинче пулас пулсан, протуберанец темиҫе секундра ӑна хӗмленсе тӑракан чаршавпа карса илнӗ пулӗччӗ. — Эпӗ хирӗҫлетӗп-и? Эсир апла пӗтӗмпех эпӗ айӑплӑ тесе шутлатӑр пулӗ? Нивушлӗ пичче пӗр тытӑннӑ ӗҫне пӑрахнӑ е вӑл ҫак ӗҫе ӑнӑҫлӑн туса пӗтернӗ-ши? Анчах ҫак вырӑнтан тухса кайиччен эпӗ сӑнавсем тӑватӑп та миҫе километр ишсе пынине шутласа журнал ҫине ҫырса хуратӑп. Ӑсран тайӑлсах кайнӑскер вӑл тетӗп. Малтанах ҫапла каларӑм, халӗ те ҫапла калатӑп, ӳлӗмрен те хам сӑмаха улӑштармастӑп: вӑл негр йӑлт ухмаха ернӗ, каснӑ-лартнӑ Навуходоносор вӑл тетӗп. Усӑллӑ ҫын-ҫке-ха эпӗ уншӑн! Ҫук, шухӑшлать Елена, ку Соловецки мӑнастарӗ: унта пӗчӗк те тӑвӑр кельйӑсем питӗ нумай; вӗллесем пек; унта пӑчӑ, тӑвӑр — унта Дмитрие хупса лартнӑ. Кимӗ сӑвайсем хушшине кӗриччен ӑна кӑларса ӗлкӗрсен, пурте аван иртӗ; ӗлкӗреймесен, кимӗ ҫакланса ларать, — ку вара кимӗ ҫинчи ҫынсемшӗн вилӗм. — Берсенев кам вӑл? — ыйтать Корчагин, ӑшшӑн кулса. — Мӗн эсир, господинсем, билетӑрсене ылмаштаратӑр? — терӗ вӑл. Ҫав асаплӑ тертрен вӑл часах хӑтӑлса ҫитеймерӗ. — Ҫапла ҫав, сӑмах май ҫеҫ… Доктор, эсир ҫар мундирне тӑхӑнса ҫӳренӗ-ҫке! Вӑл тинӗселле кӑтартас вырӑнне ҫыран хӗрринелле кӑтартать. Акӑ тинех — ҫӳлелле улӑхакан ҫурла ҫутинче — аппаратӑн хурҫӑ витти йӑлтӑртатса илчӗ. Вӗсенчен чи малтан Андрей Разметнов вӑранчӗ. Ҫырура ун пирки сӑмах та каламан. Ӑна пӗри те килӗшмест, хӑй бригадине сӗннӗ ҫынсене пурне те вӑл усӑсӑр ҫӑкӑр ҫӗртекенсем тесе шутлать. Эдемран тухнӑранпа ӗнтӗ улттӑмӗш кун ҫине кайнӑ, пӗрмаях уҫӑ ҫил ҫула май вӗрсе тӑрать пулин те Окленд ҫыранӑсем ҫаплах курӑнман. Хӑй пуян та ҫынна пӑхӑнмасӑр пурӑнман пулсан, вӑл, тен, ҫапӑҫма та сиксе тӑнӑ пулӗччӗ, хӗрӳ кӑмӑла та тутанса пӑхнӑ пулӗччӗ… Анчах унӑн пурӑнӑҫӗ ҫӑмӑл пулнӑ, час-часах тунсӑхланӑ пулин те, вӑл вара васкамасӑр, сайра-хутра кӑна пӑлханкаласа, кун хыҫҫӑн кун пурӑнса ирттернӗ, хӑш чухне унӑн куҫӗсенче те хаваслӑх йӑлтӑртатса ҫиҫнӗ, анчах вӗсем сӳнсен вӑл каннӑ, вӗсене шеллемен. — Майор пӗрле кайӑпӑр; эсӗ те пыр, Роберт. Вӑл Валя амӑшӗ пулчӗ пулас. Пӗлес килет манӑн: ҫапӑҫура чаплӑ-ши эсир?» Яков Лукич алӑка шаккарӗ, кинӗ тухса алӑк сӑлӑпне туртса кӑларчӗ. Эпӗ вӗсене ҫавӑн пирки каласа пӑхрӑм та, Ушаков, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттан: «Санӑн ӗҫӳ сунтал ҫине шаккасси те вӗркӗчне вӗртересси, кунта сӑмсуна чиксе ан ҫӳре, унсӑрӑн эпир ӑна пӗр самантрах плугпа касса татса илӗпӗр!» — тесе хучӗ. Ҫынсем пӗр харӑсах шлепкисене хыврӗҫ — вӗсен пуҫӗсем ҫинчен хура кайӑк ушкӑнӗ вӗҫсе хӑпарнӑ пекех пулчӗ вӑл. Вӑл мана хӑй ӗҫӗнче пулӑшма хушрӗ те, эпӗ килӗшрӗм. Кукамай патне ҫыру ҫырасчӗ, эпӗ халь чӗрӗ чухне вӑл килтӗр те мана больницӑран вӑрласа илсе кайтӑрччӗ, анчах ҫырма пулмасть: алӑсем тыткалаймаҫҫӗ, ҫитменнине хучӗ те ҫук. Ӗнтрӗк ҫапсан пурне те хатӗрлесе ҫитертӗмӗр те, эпӗ малалла ларса кайрӑм, ҫӗрле кайма вара кӑнтӑрлахинчен те лайӑхрах пулчӗ. Юланутҫӑсем хӑйсем утланнӑ мулсене саламатпа ҫунтарса ҫыран хӗррипеле чуптарчӗҫ те, ҫав секундрах «Дункан» та, винти ҫавӑрӑннӑ май кӑпӑкланнӑ хумсене ывтӑнтарса, океан ҫулӗпе тапранчӗ. Ҫавӑн пекех тата вунпилӗк кун аванах кайсан, вара пӗчӗк отряд Туфольд бухтин ҫыранӗсен хӗррине ҫитет. Анчах хуйхӑрмашкӑн вӑхӑчӗ пулмарӗ. Ывӑлӗ пӗр саманта алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗ. Месерле выртакан Марцов чавса таран ҫара та тымарлӑ аллисене ҫӳлелле, пуҫ вӗҫнелле хунӑ, сӑн-пичӗ ун сарӑхса кайнӑ, ыратнӑран кӑшкӑрса ярас марччӗ тесе, шӑлӗсене ҫыртса лартнӑ ҫын пек выртать вӑл. Кукамай та манӑн, ҫамрӑк чух, вилӗме пӗлсе тӑнӑ, манӑн анне те, кукамайӑн амӑшӗ те — ку пирӗнтен мар… ку пирӗн юнра ҫапла. Тӗрӗс, чаплӑ япала, — мӑкӑртатса илчӗ Алексей. Johann шӑллӑм ҫара каймӗ — эпӗ Soldat пулатӑп!.. («Мӑнтӑркка» сӑмах каланӑ чухне Санин ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ — вӑл вара, Санин пӑхнӑ пекех ун ҫине пӑхса, питҫӑмарти ҫинчи мӗнпур путӑксене кӑтартса хавассӑн йӑл кулчӗ). Ҫапах та леш тӗнчере вӗсен ырлӑх курмалла ан пултӑр; мӗнле ҫӑткӑн халӑх! ун пеккисем пирӗн хушшӑмӑрта та ҫук. — Анчах ҫапах та? Нимӗн кӗтмен петлюровец пӗр вӑхӑта хӑраса ӳкрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах пӑшалне хӑй енне пӗтӗм вӑйӗпе туртрӗ. — «Дункан» пирӗн алӑра!» — Нимӗн тума тытӑнма та килӗшмерӗмӗр, — салхуллӑн тавӑрчӗ тепӗр хут Базаров. Ун ҫинчен урӑх нихҫан та калаҫмӑпӑр, Чезаре, мӗншӗн тесен мана тӗл пулакан кашни ҫын Артур пек туйӑнма пуҫлӗ. Курас килетчӗ манӑн, ҫак пӗтӗм япалапа Джонни Миллер мӗнле хӑтланкалӗ-ши? Шухӑш-кӑмӑл тӗлӗшӗнчен вӗсемпе пуринпе те ҫывӑх пулни ҫинчен калакан туйӑм хускалса ӳссе пычӗ, ҫӗрӗн ҫӗнӗ чӗри — пурне те ӑнланас, пурне те хӑйӗн ӑшне пухса пӗрлештерес текен вӗри туртӑмпа тулнӑ чӗри ҫуралчӗ. Эпӗ сиртен ютшӑнма шутламан. Мӗншӗн ҫулмастӑр? Хӑвӑр сивӗ ҫын пулнине шута илес пулсан, эсир тем тума та пултаратӑр! Касаҫҫӗ. Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Ку ӗнтӗ йывӑр та нумая тӑсӑлмалли ӗҫ. Унтан тепӗр хут Титок патне кайрӗ, кулакӑн тислӗк кирпӗчӗ хумалли вырӑна пытарнӑ тыррине тупса, ӑна Любишкинпа пӗрле пӑтавккапа виҫсе шутласа пӑхрӗ. Акӑ вӑл пирӗн кӑвайт патне те ҫитсе чарӑнать, астивсе пӑхать те сурса кӑларать, унтан вара авалхи вӑхӑтра, ҫӗр ҫул ӗлӗк-и, икҫӗр ҫул-и, мӗнле апат ҫини ҫинчен калама тытӑнать. — Мистер Гленарван халь ҫук, — терӗ ӑна хирӗҫ Элен. Эпӗ Новороссийскран хамӑрӑннисемпе пӗрле ларса каймарӑм. — Пӑрах шӑл йӗрме! — Ҫавӑн пек инҫе ҫӗрте-и? — тӗлӗнчӗ Лена. — Мӗнле экспериментсем тӑвать унта ҫав Иван Захарыч? — ыйтрӗ Юрий. Секретарь косилка ҫине кӗпе хывса ларас ҫук. Вӑл тертленсе ӗҫлени харама кайрӗ. Муана королевӑпа ун министрӗсем ним тума аптрарӗҫ. — Мӗншӗн-ха эпир ҫавна тума пултараймӑпӑр тесе шухӑшлатӑр, эсир? — тесе ыйтрӗ Мартини. Картишне эп тухӑттӑм, Пӑру хуса кӗртӗттӗм, Пушмакӑма хуратсан, Хӑвӑнпа эп шӑлӑттӑм!» Вӑл кимӗн тӑрӑшшӗ ҫитмӗл, сарлакӑшӗ пилӗк, тарӑнӑшӗ виҫӗ фут пулать, ӑна кахикатей текен чӑрӑш вуллинчен чаваласа тунӑ. Венеци кондоли пек сӑмсине вӑл ҫӳлелле тӑратса пырать. Тупатӑн хӑвна валли пӗчӗк телей, алла илес тесе шутлатӑн, — санран е камер-юнкер е генерал туртса илет. Мур илесшӗ! Унтан пӗр йӗпе, лутӑрканчӑк пилотка тӑхӑннӑ сержант, ҫывӑхри чӑрӑш вулли хыҫӗнчен пуҫне кӑларса, шанмасӑр ыйтрӗ: — Мӗн пирки килӗшет-ха вӑл сире, ҫак йӗпе-сапа, комиссар юлташ? Халь ӗнтӗ ӑна курсан, Ярцев сасартӑках аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, кӑшт ҫеҫ малалла туртӑнса илчӗ те темскер кӑшкӑрма тӑчӗ. Хам вара эпӗ ҫапла шутлатӑп: эсӗ Лушка юратӑвӗшӗн ырханланман, совеҫӳ асаплантарнипе, совеҫ асаплантарать сана, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс калатӑп. Картинсене е музыкӑна ытларах юрататӑр эсир? Ҫапах та икӗ япала шухӑшлаттарчех. Станца пуҫлӑхӗ тӑлӑппа витӗнсе ҫывӑрать; эпӗ килни ӑна вӑратрӗ, вӑл тӑчӗ… Кӑна тума ансатран та ансатрах, мӗншӗн тесен ҫил хуллен вӗрет, карап сиккелемест. Шӑн та шай ҫак вӑхӑтра ытти хӗрарӑмсем те таврӑнма пуҫларӗҫ. Вӑл пур ӑна лашасем айне сарса пама хушать! Паганель питех те хӗрӳллӗн калаҫать, океана мухтаса калакан ҫак гимна хирӗҫлеме майорӑн та сӑмах пулмарӗ. Ҫине тӑрсах кӑна пулӑшас, теприне чӑрмантарас килсе карӗ, ҫав куҫ умне сасартӑк тухса тӑнӑ пурӑнӑҫ пӗтӗмпех хут ҫинче ҫеҫ пулнине манса каймаллаччӗ; кӗрешӳ сулӑнкаласа пынине пурне те манса каймаллаччӗ, пӗр страницӑра хӗпӗртесе кайни, тепӗринче хурланса кайни пурне те хупласа илетчӗ. Таҫта пӑшалсем параҫҫӗ, тет, ҫавӑнта пулмалла вӑл. Унпа калаҫнӑ чухне эпӗ сасартӑк хамӑрӑн буфетчик пулнӑ Василие аса илетӗп. Ҫынсем ҫав-ҫавах сулӑ ҫинче уткаласа ҫӳренӗ, пӗр-пӗрин ҫине пыра-пыра тӗкӗннӗ, хӗрарӑмсене тумланма пулӑшкаланӑ, кулнӑ, калаҫнӑ. Тӗрлӗ тӗслӗ ӳтлӗ халӑхсем Ҫӗрӗн тӗрлӗ пайӗнче пурӑннӑ. — Эпӗ стариксемпе ҫапӑҫмастӑп… — Халех, сэр! Каҫсенче тинӗс ҫийӗн вӑл ыйхӑллӑн сывлани илтӗнсе тӑрать, ҫак ытама кӗми сасӑ ҫыннӑн чунне канлӗх вӗрсе кӗртет, унӑн усал чунне йӑвашлатса, хӑватлӑ ӗмӗтсем ҫуратать. Урампа тепӗртак кайсан, эсир кӑштах аяккалла пӑрӑнса аялалла анатӑр та, хӑвӑр умӑрта чул, хӑма, тӑм тата пӗрене куписем йӑтӑнса выртнине асӑрхатӑр. Ҫуртсем курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ кунта; хӑвӑр умӑрти чӑнкӑ ту ҫинче эсир темӗнле канавсем чавса тултарнӑ хура та таса мар вырӑн пуррине куратӑр, ҫав ӗнтӗ вӑл 4-мӗш бастион… — Лаши мӗнлеччӗ? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран. Вӑл журналти заметкӑна вуларӗ, заключенипе паллашрӗ. — Пӑх-ха ӗнтӗ, аван мар-и вара ку? — Юрӗ. Хӑйне тепӗр повозка ҫине вырттарсан, пӗрер минутран Андрей тӑна кӗчӗ, кӑшт куҫне уҫса пӑхрӗ. Ярӑр ман пата десятнике е урӑххине кама та пулин… — Ку пушхир питӗ хӑйне евӗрлӗ, Кӑнтӑр Америкӑн ытти пайӗсем пек мар. Унӑн ӗҫри сӳрӗклӗхне тата ҫемҫе кӑмӑллӑхне пула, Василиса Егоровна упӑшкин службӑри ӗҫӗсем ҫине те хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗҫӗсем ҫине пӑхнӑ пекех пӑхнӑ; крепӑҫе те вӑл хӑйӗн килҫуртне йӗркелесе пурӑннӑ пекех тытса тӑнӑ. Флигелӗн чӳречисене йывӑҫ решоткӑпа тыттарнӑ, алӑкӗсене ҫӑрапа питӗрнӗ, ҫӑраҫҫийӗсене Кирила Петрович хӑй аллинче усранӑ. Каланӑ та — тунӑ. Ҫавӑн пек пулса тухать те, — сисӗнмеллех хумханса, ахӑртнех, хӑйӗн шухӑшне питӗ тӗрӗс тесе шутласа калаҫрӗ вӑл. Мӗн-мӗн кӑна тӳсмерӗм эпӗ ун чухне, мӗн чухлӗ кӑна тӗлӗнмерӗм, хумханмарӑм пулӗ. Ерофей Кузьмич килне пит салху таврӑнчӗ. — «Максим Максимыч, чей ӗҫес килмест-и?» — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ чӳречерен. Пӗр виҫ-тӑват минутран учитель те килчӗ, вара урок пуҫланчӗ. Е эсир кунта хӑвӑр кайнӑшӑн пӑшӑрханакансем пулмаҫҫӗ, тесе шухӑшлатӑр-и? — Чарӑн, Рада, куҫҫуль тӑкса ятна ан яр. Хуртлӑ кӑмпа пек эпӗ, вӑт мӗнле! Каяс тесен, эпӗ ыран каҫхинех княгиня патӗнче пулатӑп… Ҫурхи курӑк пекех, симӗс, таса, хаваслӑ та ачаш вӑл, ун ҫине вӑрахчен пӑхсан, чӗре ҫуталать; ӑна ирхине пӑхрӑн пулсан, яра кунах ҫӑмӑл вара саншӑн. Ку эсир-и? Ну, чипер кай! Сана мӗншӗн кӑмӑлламалла-ха манӑн? — Мӗн тума кирлӗ сире латинла ятсем? — ыйтрӗ Базаров. — Эх, ҫумӑр ҫусанччӗ! — пӑшӑлтатрӗ Челкаш. — Эпир вара чаршав хыҫӗпе шунӑ пекех ишсе иртеттӗмӗр. — Мӗншӗн киле таврӑнмастӑн эсӗ? Ача, чӑнах та, суккӑр, ҫитменнине тата, сыватма та шанчӑк ҫук… — терӗ. — Манӑн, тет, Лукашка казак е санӑн шӑллу Лазутка пуласчӗ, тет. Вӑл ӗнтӗ мӗнпур офицерсене, сирӗн умӑрта ҫӗлӗке илетӗп пулин те, эпӗ пурӗпӗр аристократ, мана ҫав тери савӑк, тесшӗн. Мӗншӗн-ха артиллери капитанӗ хӑйӗн йӑваш кӑмӑллӑ ординарецне хӑтӑрса тӑкнӑ? Вӑл ӗнтӗ ӑна пурне те, хӑй йӑпӑлти ҫын мар, аристократсемшӗн ҫунакан йышши мар иккенне кӑтартасшӑн ҫапла тӑвать, т. ыт. те, т. ыт. те, т. ыт. те. — Пирӗн мар вӗсем, — терӗ Спирадончо. Халл капитан Томпа ун юлташӗсене канлӗрех вырнаҫтарма тӑрӑшрӗ. Сивӗпе чӗтрекен хӗрӗн сассине илтсен тин вӑл тӑна кӗнӗ пек пулчӗ: — Атте! Ху ҫиекен ӳсентӑрансенче: купӑстара, ҫӗрулмире, ҫӑкӑрта, панулмире, арбуз чӗллинче углекислотаран, азотран, шывран тутӑ кӗртекен япаласене тума Хӗвел ӑшши пулӑшать. Ҫӗр ҫинче ӳсентӑрансӑр выльӑх-чӗрлӗх те, ҫынсем те пулман пулӗччӗҫ, ӳсентӑрансем Хӗвел ашшисӗр пурӑнма пултараймаҫҫӗ. Вӑл вара шӑнапа выляма хӑтланса пӑхрӗ, анчах шӑни те ӑна ҫавӑнтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, кайран вӑл сӑмсине урай ҫумнех тытса кӑткӑ хыҫҫӑн та уткаласа пӑхрӗ. — Ҫук, эпӗ грузинка мар, эпӗ вырӑс. Сыв пулӑр. Вӑл ҫавӑнтах виҫ-тӑватӑ койотне турткаласа ҫурса тӑкрӗ, вара часах ыттисем те тарса пӗтрӗҫ. Вӑл — округри халӑх хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ, ҫар тумӗпе ҫӳрекен ҫын, ҫӳллӗ те хитре Файло. Павел ун ҫинчен вӑл ӗҫме, кашни илемлӗрех хӗр хыҫҫӑн сӗтӗрӗнсе ҫӳреме юратать тесе калаҫнине сахалах мар илтнӗ. Эпир чиновнике тивӗҫлипех тав тума калаҫса татӑлнӑччӗ, — анчах Прохорыч старик кансӗрлерӗ; ун пек тунипе эсир вӗсене килентеретӗр ҫеҫ, терӗ. Паян унӑн ӗҫе ӑнӑҫлӑ пулас тӗлӗшпе пысӑк шанчӑк пулнӑ, ӑна урӑх вӑхӑта хӑварма юраман. Анчах эпӗ ҫирӗм утӑм та туса ӗлкӗреймерӗм, йывӑҫ тункати хыҫӗнчен тем пысӑкӑш сӑрӑ куян персе те тухрӗ, вӑрӑм хӑлхисене хыҫалалла лӑпчӑтса хунӑскер, васкаман пек ҫӳллӗн те сайран сиксе, ҫул урлӑ каҫса кайрӗ, ҫамрӑк хунава кӗрсе ҫухалчӗ. Анчах мӗнле тӑвас ӗнтӗ халь? Вӗсем нумайччен, сассисем ҫӗтсе ларичченех кӑшкӑрса Аркаш пиччене чӗнчӗҫ. Анчах иккӗленесси-мӗнӗ ан пултӑр тесе, эпӗ ҫӗҫӗ туртса кӑлартӑм — ылханлӑ серапэ татах та мана улталарӗ — вара телейсӗрскерӗн пуҫне касса татрӑм. «Тӗлӗнмелле, тӗлӗнмелле! Ура ҫине тӑрсан, хӗрарӑм хӑйӗн вӑрӑм та ҫӑра ҫӳҫӗсене хулпуҫҫисем хыҫнелле ывӑтрӗ, урисемпе тӑпӑртатса илсе, йӑлтӑртатакан лака шурӑ тусан пӑнчисемпе вараларӗ; унӑн урисем тапнипе рояль хӗлӗхӗсем кӗрлени илтӗнчӗ. Ыран вара сире вырӑн тупса парӑпӑр. — Ничево, — вӑйлӑ эсӗ! — лӑплантарчӗ вӑл мана. Эскадронсенчен пӗринче, вилнӗ Кулябко вырӑнне, сылтӑм флангра Корчагин сиктерсе пырать. Гарри Грант хӑйӗн чӗринче шӑнӑҫайман хӗрӳ сӑмахӗсене ӑнланмалла та ырӑ чунӗпе каласа пачӗ, унӑн хӗн-хурлӑ пичӗ ҫинче таса чун-чӗререн хумханса ҫӗкленнӗ туйӑмсем ҫуталчӗҫ, вара пурте мӗнпур асапсене чӑтса ирттерни ахаль пулманнишӗн хытах савӑнчӗҫ. Тӑваттӑмӗш ҫаврӑну. Чӗлпӗр тытса пыракан пӗчӗк аллине ҫеҫ пӑхмалла, тата пускӑчӗ ҫине пуснӑ пӗчӗк урине, йывӑр серапэ айӗнчен те палӑрса тӑракан хӗрарӑмӑн чипер ҫан-ҫурӑмне, юлашкинчен тата, сомбреро хӗрри айне пуҫтарса хунӑ пит хӳхӗм ҫӳҫне ҫеҫ пӑхмалла, — сирӗн умра хӗрарӑм пулни ҫинчен ним иккӗленмелли те пулмасть вара. — Паллах, анне, паллах! — хавасланчӗ ача, алӑ ҫупса. Пропагандист, инструктор? Эпӗ хамах, ним хӑрамасӑр, ӑна йывӑҫ хыҫӗнчен персе ӳкерме пултарнӑ пулӑттӑм. Вӑл сывлать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Хулана! Хӑрушлӑх ҫывхарсах килет. Вӑт ҫакӑншӑн улпут ӑна пӗҫертме пуҫланӑ: «Эсӗ апла та эсӗ капла, сана ӗҫрен кӑларатӑп, тӗрмене лартатӑп, сан пирки эпӗ пуйӑсран юлма пултаратӑп», — тата ҫакӑн пек тем те пӗр калать. — Часах. Хӑшпӗр чухне мана чиркӳ кӳлӗри шыв ӑшнелле тарӑн анса кайнӑ пек, урӑхла каласан, нимле те мар йышши пурӑнӑҫпа пурӑнмашкӑн ҫӗр ҫинчен тарса пытаннӑ пек туйӑнатчӗ. Бусурманпа пӗрре те ҫапӑҫса курман пулсан, вӑл мӗнле запорожец пултӑр-ха?» — Е эпӗ ӑна персе ятӑм-ши?» Ҫывӑрса кайнӑ хуҫине вӑратас мар тесе, хӳшше хуллен йӑпшӑнса кӗрсе, Фелим стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан кабриэстона вӗҫертсе илнӗ, унтан каллех тула тухса, хӳшӗ стенисене кабриэстопа картласа хунӑ. — Мӗн каласшӑн эсӗ, Радуб? Кам-ши вара ку чиновник? Кӑвак комбинезон тӑрӑх тӗксӗм лапкӑмсем хӑвӑрт сарӑлса пынӑ. Картинӑсене питех ӑнланман ҫынсем те ҫакна курчӗҫ: чӑн-чӑн художник ӳкернипе япалан ахаль копине тунин хушшинчи уйрӑмлӑх питех те пысӑк иккен. Улӑх-ҫарансенче ҫамрӑк курӑк ешерме пуҫларӗ, сывлӑша хурӑн папакӗсен шӑрши тулать. Артамонов кӑштах шухӑшларӗ те, ӑна пӗр тенкӗ тыттарса, канаш пачӗ: — А эсӗ — ан пӑхӑн. Нансен кӗнекисем хӗрринче те «пӑр хӑех задачӑна татса парӗ» тенӗ гениллӗ шухӑша вӑл мар, эпӗ хам алӑпа ҫырса хунӑ тейӗн. Казондене мар пулсан, ӑҫта илсе кайрӗҫ-ши вӗсене? Ыттисем те ҫавах. Ҫавӑн пек тӗттӗм ҫӗрле пӗр ҫын урампа иртсе пырать. Хытӑрах пӑркӑчласан, вӑрлӑха пӗр кун хушшинчех пухса пӗтернӗ пулӑттӑмӑр!» — тенӗ шухӑш йӑшӑлтатса илчӗ. — Ҫамрӑк ҫынсем йӑлтах алӑран тухса каяҫҫӗ, — тенӗ старик. Музыка ҫинчен, Париж ҫинчен, тӗрлӗрен урӑх вак-тӗвексем ҫинчен калаҫрӑмӑр. Мӑйӗ ҫинчи йӑлла аллисемпе туртса аслӑлатса, вӑл кӑшкӑрса ячӗ, анчах халь ӗнтӗ, сывлӑшӗ пӳлӗннипе, урмӑш сасӑпа, кӑкӑрне аран ҫеҫ хӑпартса кӑшкӑрчӗ: — Акӑ пирӗннисем килӗҫ, вӗсем сире лайӑхрах ҫакса хурӗҫ! Кашни секундра вӑл 300 пин километр — Ҫӗртен Уйӑх патне ҫитнӗ чухлех — каять. Эсӗ ӑна ҫул ҫинче тӗл пулма пултарнӑ… Тӗл пулмарӑн-и? Ватӑрахскер вӑл, шурӑ ҫӳҫ… — Ҫук, эпӗ никама та курмарӑм, Салли аппа. Анчах станци ҫӗрӗсем татах пилӗк миле ҫитиччен тӑсӑлса пычӗҫ, ҫавӑнпа та тӑхӑр сехет тӗлӗнче тин скваттерсен юлашки ҫӗрӗнчен тухса, Виктори провинцийӗн никам килсе курман ҫӗрӗсене шалалла кӗрсе кайрӗҫ. — Кунтан Ровоама хаджи халь кӑна тухса кайрӗ, — терӗ Рада чӗтренсе тухакан сасӑпа. — Эпӗ Николай Антоныч ҫав айван историе тахҫанах маннӑ пулӗ тетӗп, — малалла та ҫирӗппӗн каларӗ Марья Васильевна. Озеров майор полкӗ вӑрманта, малти линирен инҫе мар тӑрать. «Дункан» пассажирӗсем кунта чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Капштадт хулине кайса курчӗҫ. — Хӗрсем пырсан, эпӗ те пырӑп. Сарлака ҫамкаллӑ, тулли питлӗ, ҫӑлтӑр пек ҫунса тӑракан чӗп-чӗрӗ куҫлӑ моряк сӑн-сӑпачӗ манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Вӑл лав патнех пырса хулхушшине темиҫе хура ҫӑкӑр илчӗ; анчах ҫавӑнтах ку нимӗне тиркемен вӑйлӑ запорожец ҫиекен апат уншӑн, ачашскершӗн, хытӑ та юрӑхсӑр апат пулмӗ-ши тесе шутларӗ. Ку ҫул ҫинче хӑрушлӑх ҫукпа пӗрех, темелле, — вӑрҫӑ сасси мӗнӗ илтӗнмест кунта. — Мӗнех тутӑр вара атте? — хурланса, ҫав хушӑрах чун-хавалӗпе ҫӗкленсе каларӗ Женя. Мана, турӑ ывӑлӗпе пӗрех, ниҫта та пуҫа тайма ҫук, — терӗ вӑл юлашкинчен. Улттӑ… ҫиччӗ… саккӑр,. . Лешӗ, тепри, тӗттӗмре аллисемпе стенасене хыпашласа утать, Паккард манӑн каюта умне ҫитрӗ те ӑна:— Ҫакӑнта кӗр, ҫакӑнта, — терӗ. Ҫуртсенчи чулсенчен кӑвасак ырӑ шӑршӑ тухса тӑрать. Манӑн аппарата шӑпах та ракета принципӗпе тунӑ. Курайман та, хӑранӑ та. Ача тӗллесе пенӗ. Вӗсем мӗн калӗҫ? Чим-ха, мӗн ятлӑ терӗҫ-ха, леш, сӑнчӑрпа тӑлланӑ ҫынна? Тикӗсленсе тӑнӑ тинӗс ҫине картечь таткисем сапаласа тупа персе ячӗ. Унтан тин унӑн нимӗне пӗлтермен сӑнӗ улшӑнчӗ, вӑл вара чӑн-чӑн Валька пулса тӑчӗ. Тӗнчере текех ӑна урӑх никампа та пӑтраштарас ҫук. Анчах та эпӗ те хам пекех пулса тӑтӑм курӑнать ҫав. Ара вӑл тинех мана палласа илчӗ вӗт. Ну, мӗн тӑватӑн унта эсӗ? — Эпир ӑна куратпӑр! — терӗ Николай хуллен. Ҫутӑ — пирӗн мар — юхан шывсем. Пӗр сас-чӗв те ан пултӑр! Ун ҫийӗнче пысӑк ҫухаллӑ, ылтӑнласа пӗтернӗ мундир, пӑши тирӗнчен ҫӗленӗ панталон; аяккинче шпага ҫакӑнса тӑрать. Ну, суд пулчӗ те! — Ыра сунса саламлаҫҫӗ, куратӑн-и! Анчах чей халех хатӗр пулать. Абрексем ӑшӑхланнӑ ҫырма урлӑ каҫнӑ та ку енче яртлаттарса ҫӳреҫҫӗ имӗш. Ҫавӑн пек сӑмах пур. Йывӑр пулас вӑл? — Давыдов куҫхаршисене выляткаласа илчӗ. Курӑнать вӗт-ха вӑл! Йывӑҫ-курӑксем хӑйсен тымарӗсене тӑпра сийӗн айӗпе хӗрлӗрех, е сарӑ тӑм-хӑйӑр сийӗсем тӑрӑх яраҫҫӗ. — Мӗн тӑвӑпӑр апла? — ыйтнӑ Фома. — Манӑн кӳршӗ пур, — тет Троекуров, — пӗр вак пурлӑхлӑ кутӑн ҫын; эпӗ унӑн именине тытса илесшӗн — эсӗ ун пирки мӗн шутлатӑн? Ҫапла шухӑшласа пынӑ ҫак аран-аран утакан ҫын. Ҫӗр ҫинче вӑл хуран курӑнать, ярса илетӗн — пӳрнӳсене аш пулса кайиччен пӗҫертсе яратӑн. Ҫак савӑнӑҫлӑ каҫ вӗсем хушшинче тӗккеленсе ҫӳреме мӗн тери аван иккенне сӑмахпа каласа пама та йывӑр. Ун умӗнче тӳрем вырӑн сарӑлса выртать, унта ешӗл симӗс курӑк ӳссе ларнӑ, инҫетре тата ӑна тӗксӗмрех вӑрман картласа тӑрать. Кунта пысӑк юмансем, мӑйӑр йывӑҫҫисем, хурамасем хӑйсен пурӑнӑҫӗшӗн кактусӑн йӗпле хунавӗсемпе тата явӑнса та, ҫӗр ҫумӗпе тӑсӑлса та ӳсекен темӗн чухлӗ паразитла ӳсентӑрансемпе кӗрешеҫҫӗ; ҫав ӳсентӑрансене ботаник та пӗлеймест теме пулать. Халь ҫак пӗтӗмпех паллӑ пулса тӑчӗ. Вӑл вӗсемпе хутшӑнман. Эп юпа пек хытса тӑратӑп, нимӗн те пӗлместӗп. Сарай тӗлӗнчен иртнӗ чухне вӑл сарай тӑрринчен ун ҫинелле шуйттанла симӗс куҫӗсемпе пӑхса тӑракан качака путеккине тарӑхсах чӑпӑрккипе ҫапрӗ те кӑшкӑрса пӑрахрӗ. — Пӗрмай таҫта хӑямата улӑхса ҫӳретӗн эсӗ, усал-тӗсел таврашӗ! Мересьев ун умӗнче аллисене пӗҫҫисем тӑрӑх тӑсса хытса тӑрсан, полковник, трубкӑна ывҫипе хупласа, ӑна хӑтӑрма тытӑнчӗ: — Эсир мӗн мана тӗрӗсне каламастӑр? Ҫынсем, паллах, унран пурте кивҫенле илеҫҫӗ. Кунта вӑл акӑлчанла сад ӗрчетнӗ, сад ӗрчетес ӗҫпе хӑйӗн мӗн пур тупӑшӗсене пӗтӗмпе тенӗ пекех пӗтерсе пынӑ. Бек-Агамалов хӑвӑрттӑн, лаша евӗр, тулхӑрса сывланине те илтрӗ Ромашов, ун куҫӗн хӑрушла шуррисемпе йӑлтӑр-ялтӑр ҫуталакан шӑрҫисене те, шатӑртатса хускалакан шурӑ янахне те курчӗ, анчах ҫак пӑсӑлса улӑшӑннӑ, тискерленсе кайнӑ питре ӑссӑрлӑх вучӗ кашни самантрах сӳнсе-сӳнсе пынине туйрӗ ӗнтӗ вӑл. Темиҫе хутчен те вӑл пичӗпе ирӗлекен юр ҫине тӑрӑнчӗ. Йӑхран йӑха каласа пани тӑрӑх, ӑна 1774-мӗш ҫулӑн вӗҫӗнче патша хӑй хушнипе ирӗке кӑларнӑ пулать, вӑл Пугачева вӗлернӗ ҫӗрте те пулнӑ иккен. — Мефф Поттер! — Ытахальтен кӑна, тен, эсир кирлӗ пулма пултаратӑр е сирӗн пата пӗр-пӗр ҫын килсе тухӗ. Московипе Украинӑна вӗсем Азири ҫӗршывсемех тесе шутланӑ. Темиҫе минут шкулта шав тӑчӗ, унтан пӗтӗмпех шӑпланчӗ. Эпӗ сире пуҫӗпех каҫарнӑ пулӑттӑм. Урайне шыв тӑкӑнса тулчӗ. «Сочиненисем енне сулӑнтӑмӑр пулсан, — терӗ вӑл, — ан тив, кашниех хӑй шухӑшласа кӑларнине каласа патӑр». Чи малтан каллех Беловзоровӑн каласа пама тиврӗ. Ирхи ӗнтрӗкре вӑл хӑйӗн шӑршланса кайнӑ койки ҫинче питне тарлӑ ал тупанӗсемпе хупласа выртрӗ, вара, ӗсӗклени аптӑратса ҫитерсен, стена ҫумнелле варт! ҫаврӑнчӗ те минтер кӗтессине пӗтӗм вӑйпа ҫыртса лартрӗ. Ҫын ассӑн сывласа илчӗ те урине малалла кӑларчӗ. Кӗнекесемшӗн те, листовкӑсемшӗн те укҫа тӳлемелле. Саня-и? Вӑл шарт! сиксе вӑранчӗ, мана курсан тутлӑн карӑнса анасласа илчӗ: — Ну, мӗскер унта? Ак ҫакӑнта, ҫакӑнта тата леререхре артиллери пуррине палӑртрӑмӑр, вӑл малти лини патӗнчех. — Ҫак ҫил эсӗ кӗтекен карапа хӑваласа килмест-и кунта? — ыйтрӗ Елена. — Ӗлӗк! Ӗлӗк унта вырӑс ҫыннине пӗрре курасшӑн та виҫӗ тенкӗ панӑ. Эпӗ ыйтава турех лартатӑп; кам совет влаҫӗшӗн тӑрать — ҫавӑ ыран хире тухать, кам хирӗҫ — ан тив хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе лартӑр. Ганс хӑй умӗнчен тумтирсемпе вӗренсен ҫыххине малалла тӗртсе шутарса пыма тытӑнчӗ; ҫапла эпир виҫсӗмӗр те галерейӑна кӗрсе кайрӑмӑр. Эпӗ те вӗт шӑп ҫакнашкалах тума пултарнӑ!» — шухӑшлатчӗ вӑл тертлӗн-асаплӑн. — Мӗншӗн тесен унта арбуз пурччӗ. Халь пӗр-пӗринпе мӑшӑрланасси капкӑна лектернӗ пекех пырать вӗт. Ырӑ каҫ пултӑр! Снарядсем ҫурӑлнине те, пульӑсем шӑхӑрнине те илтмен вӑл. — Ну, ку нумаях мар, — астутарчӗ ӑна Инсаров, — пурпӗрех вӑл та кирлӗ пулӗ. Йывӑр пулнӑ мӗскӗн хӗре; анчах мӗн тӑвӑн: ашшӗ сӑмахне итлемеллех. — Э! Ҫакна пӗр шавсӑр тумалла. Тен, кит патне аяккинчен пырса, гарпуна ҫывӑхранах ывӑтма май килӗ. Тенкел патӗнчен иртнӗ чухне вӑл Аркадие шӑппӑн пӑшӑлтатса ҫапла каларӗ: — Ҫак вырӑнта эпӗ, хӗвел аннине пӑхса, философиллӗ шухӑшсемпе ларма юрататӑп: пушӑ хирте пурӑнакана вӑл питӗ килӗшет. Унтан каллех, хӑй ҫулӗ ҫинче мӗн тӗл пулнине тустарса ватса, пӳлем тӑрӑх вӗҫтерсе ҫӳреме тытӑнчӗ. Нимӗн те. Унтан каллех вулама тытӑннӑ. Тепӗр ҫирӗм ҫул иртӗ те — эпир чул тӑва палласа та илеймӗпӗр. — Пиртен юлмасть-и? — кӳренчӗклӗн ыйтрӗ Лена. Ну, хӑвӑртрах! — Мӗн, шанмастӑр-им ҫак эсир мана? Уҫӑ кантӑк витӗр пӳлӗмре мӗн пурри Павкӑна пӗтӗмпех курӑнать. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара лаша ҫинчен аннӑ сунарҫӑ ерипен йӗр тӑрӑх кайнӑ. Елени манса кайрӗ, килмест, э? — Уҫсам мана, йӑмӑкӑмҫӑм, юратӑвӑм, кӑвакарчӑнӑм, тасаскерӗм! — илтӗнет савнийӗн шӑп сасси. Эпир пӗр-пӗрин ҫине ҫапла пӑхса илнине Николай Антоныч асӑрхарӗ пулмалла. Тинӗсре путакан, ҫӑлтӑрсен хушшинче вӗҫекен улӑпсем? — Тухтамӑш курӑкӗ шыратӑп, тесе каларӗ, тет, сасси хӑйӗн пӗртте уҫӑ мар, тет. — Ав онбаши килет! — терӗ игумен. Владимир хӑй пӗлмен вӑрмана килсе кӗнине сиснӗ, шартах сиксе ӳкнӗ. Пичӗ ҫине пӑхсан, ахӑртнех, вӑл халӗ тӗлӗкӗнче таса атте Христофора, латинла диспута, арӑмне, кӑпӑш йӑвапа хӑймана, пӗр сӑмахпа каласан, Кузьмичова мӗн курӑнма пултараймасть, ҫавсене курса ҫывӑрать пуль-ха. Хохол Павел амӑшне вӑхӑт иртнӗҫемӗн ытларах киӗшсе пычӗ. Вара Нагульнов ун ларчӑкӗ айӗнчен чӑпӑркка туртса кӑларса ӑйӑра ҫурӑмӗ тӑрӑх туртса ҫапичченех, ши! те ши! шӑхӑркаласа ларать. Килтисем ӗненес те ҫук. Пулат ҫинчен Виктӑрӗ улатчӗ:— Анне, ан ҫухӑр-ха! Антагонислӑ классем пур капиталистла патшалӑхсенче демократи вӑл пурпӗрех вӑйлисемшӗн демократи, пурлӑхлӑ ҫынсемшӗн, сахаллисемшӗн демократи пулать. Вара вӑл ҫакӑн хыҫҫӑн тахҫанччен те апат ыйтмӗ. Професси — журналист. Йывӑҫсем ҫинчен, куҫа шартармалла йӑлтӑртатса, шурӑ тӗтӗм евӗрлӗ йӑсӑрланса юр тӑкӑнать. Суламифь вӑратать ӑна, анчах лешӗ, ирхи ҫамрӑк ыйхӑпа сӑнчӑрланнӑскер, нимле вӑранаймасть. Хамӑр эпир Атӑл ҫинчен хурахсене хӳтертӗмӗр, хамӑр укҫапа дружинӑсем тытрӑмӑр! Хурахсене пӗтертӗмӗр те, Атӑл тӑрӑх — пуҫламӑшӗнчен вӗҫне ҫити — пин-пин ҫухрӑма пин-пин пӑралугсем, тӗрлӗрен кимӗсем ятӑмӑр. Вӑл ҫырӑва палласа илчӗ. Диаз ҫине ҫиллӗн пӑхса илни ҫавна палӑртрӗ. Тӗрӗс мар пӑхса ӳстерни, тӗлӗнтермӗш палла-тӑранпа, йӑла-йӗркепе паллашни, амӑшӗ ялан пӗрле пулни, килти йӗркесӗрлӗхпе чухӑнлӑх, ҫамрӑкранах ирӗклӗн ӳсни, хӑйне ҫывӑх ҫынсенчен маларах хуни — ҫакӑ йӑлтах Зинаидӑна ҫынсемпе йӗрӗнерех калаҫма, хӑйне типтерсӗртерех тыткалама хӑнӑхтарнӑ. Ҫав хушӑра кӑнтӑрлахи апат вӑхӑчӗ те ҫитрӗ. Ку таранччен пӗрле пурӑннӑ ҫынсем хушшинче эпӗ ҫав: ҫынсем этеме юратнине курманччӗ, анчах кунта вӑл кашни сӑмахрах янӑрать, кашни куҫрах ялкӑшса тӑрать. Урамра, манран пӗр хӗрӗх утӑмра, йывӑҫ пӳртӗн уҫӑ кантӑкӗ умӗнче ман атте тӑра парать; кӑкӑрӗпе вӑл чӳрече янаххи ҫине таяннӑ, пӳртре, чӳрече карри хыҫӗнче, хура платье тӑхӑннӑ хӗрарӑм аттепе калаҫса ларать; ҫав хӗрарӑм Зинаида пулчӗ. Тупнӑ вӑйӑ! Шубин каллех карӑнчӗ. Хаклӑ та мар-и? — ыйтрӗ шӑртпа витӗннӗ питлӗ, кӑвак сӑмсаллӑ этем, портсигар патнелле хӑйӗн типшӗм, чӗтрекен аллине тӑсса. Мана эпӗ хам вутӑ пек, ҫак пароход ҫинче нумай ҫул хушши пурӑннӑ пек тата унта ыран, тепӗр эрнерен, кӗркунне килес ҫук пек, мӗн пулассине те эпӗ йӑлтах пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. Ҫук, аттеҫӗм, ку вӑл ҫылӑх мар — сӑвап. Сана акӑ вӑл вахмистр тата вак-тӗвек харпӑрлӑх тытакан хуҫа туса хурать. Беглых ӗҫсем епле тӑнипе кӑпӑл-капӑл паллашкаларӗ те (ҫав кун унӑн темиҫе ял Советне ҫитмелле пулнӑ), ҫапла пӗлтерчӗ: — Колхозран тухнисене тем пулсан та выльӑх-чӗрлӗхӗпе инвентарьне халех каялла парса ямалла мар. Никам хушмасӑрах, хӑйсемпе-хӑйсемех, канӑҫсӑррӑн ӳсӗркеле-ӳсӗркеле, пӑлхануллӑн тӳреленме те туртӑна-туртӑна юсанкалама пикенчӗҫ пӗтӗмӗшле нервӑллӑха пула иртенпех лӑсканса та тӑвӑлса тулнӑ салтаксем. Николай Антоныча кӗтсе хӑҫан та пулин ҫакӑн чухнехи пек ҫирӗм минут хушши улталаса чееленме хӑтланнине урӑхран эпӗ астумастӑп та. Пурӑна-киле эпӗ хам та Лиденброкла шутлакан ҫын пулса кайрӑм. Ҫапла каланӑ хушӑра вӑл хӗрес хучӗ, шуйттан вара, путек пек, шӑпӑртах пулчӗ. Тӑвӑл пӗтӗм эрнипе унчченхи вӑйпах кӗрлерӗ. Ахаль ҫынсенченех амӑшӗ час та часах хӑйне ӗлӗк хӑратнӑ сӑмахсене: пӑлхав, социалистсем, политика тенине илтрӗ; вӗсене мӑшкӑлларах, кулса калаҫҫӗ, анчах кулнинче пӗлесшӗн ҫунса ыйтни сисӗнет; вӗсене ҫилӗпе калаҫҫӗ — анчах унта хӑрани илтӗнет; вӗсене шухӑша кайса калаҫҫӗ — вӑл шанчӑкпа та юнаса калани пулать. — Сулахайра, инҫетре. Чӗркуҫленсе вӑл Радуба ҫывӑхранах тӗллерӗ, анчах унӑн вӑйсӑрланнӑ алли чӗтрерӗ, пистолет курокне вӗҫертме пултараймарӗ. Эпӗ вӗсене итлерӗм, анчах манӑн темӗнле ларас-тӑрас килми пулса ҫитрӗ; такам мана ҫав тери тӗрткеленӗ пек туйӑнса тӑчӗ. — Манра пачах тӑванлӑх туйӑмӗ мар, тӗрӗслӗх туйӑмӗ кӑна калаҫма пуҫларӗ, — тавӑрчӗ вӗчӗленсе Аркадий. Ҫав вӑхӑтра Томӑн юлташӗсем ҫӗнӗ вӑйӑ вӗренчӗҫ: кушак виллисене тӗпчесе ҫӳреме тапратрӗҫ, ҫав вӑйӑ кашни хутӗнчех Тома тискер ӗҫ пулса иртни ҫинчен астутарчӗ. Сасартӑк тӗттӗмре хыттӑн кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ: «Пиастрсем! Ҫын пуҫне касса татма тесен — ӑна пултарать вӑл, анчах сотньӑна ертсе пыма ӑҫтан пултартӑр? — Кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ ҫук унтан! Анчах ама-турра, уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах, ылтӑн ҫӑлтӑрсем сапаланӑ хура манти хупласа тӑнӑ, ҫӗлен яваланӑ кӗмӗл урисем те пуҫӗ ҫийӗнчи ӗне мӑйраки ӑшне вырнаҫтарнӑ кӗмӗл ҫаврашка ҫеҫ витӗнмесӗр юлнӑ унӑн. Малалла вара хӑшпӗр сӑмахсене ҫырма пуҫланӑ та ҫырса пӗтереймен, пӑрахса хӑварнӑ. Пӑтӑ тейӗн ҫав. Унта картта ӳкерӗнҫи тунӑ, унтан каллех — пӑтӑ. Вӗсене нимӗнле графолог та вуласа илеймест темелле. Грэйпа Бен Ганн ылттӑна кимӗ ҫине тиесе шкуна ҫине турттарса тӑчӗҫ, ыттисем ылттӑна ҫыран хӗррине ҫитиччен йӑтса пачӗҫ. — Ҫапла ҫав. Чӗрӗ мужикшӑн хӗрарӑм вӑл — йӑпанмалли япала, анчах пит те шикленсе йӑпанмалли япала хӗрарӑмпа яланах чееленсе хӑтланмалла, ахалӗн вӑл ҫӗнтерсе илет те аркатса ярать. Чура колонийӗсенчен хӑшне те пулин илсе кайсан, вӗсене аванрах та пулӗ. Тинӗсӗн пушӑ ҫыранӗ хӗрринчи икӗ ҫын хушшинче пулса иртнӗ пӗчӗк драма ҫинчен асӑнмалли нимӗн те юлман. Антӑха-антӑха кайса, Митман пӗр стакан шыв ӗҫсе ячӗ. Вун ҫичӗ талӑк иртсен, пӗр тӗттӗм каҫ «Вальдек» темле пысӑк пӑрахутпа ҫапӑннӑ. — Урӑхла мӗнле пултӑр-ха тата? Ӑна ҫапӑҫӑва юрӑхлӑ пулмалла тунӑ. Ун хыҫҫӑн, Л саспалли пек, тепӗр йӗмӗ те тухса ҫакӑнчӗ. Вӗсем ак мӗнле шухӑшланӑ: — Ҫӗр — планета; ун ҫинче ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. Кӑнтӑрла вӑл кунӗ-кунӗпе хӗрарӑмсемпе, ачасемпе пӗрле хирте ҫум ҫумланӑ, каҫхине, ҫу яшкипе ҫӗт ҫисе, акӑлчан чӗлхине вӗренме ларнӑ, ҫур ҫӗр ҫитессе тӳсӗмлӗн кӗтнӗ. Саша, хӑйӗн чармак куҫӗсене пытарас тесе, хӑраса куҫне мӑч-мӑч! тутарать, эпӗ алӑсене вӑрттӑн хыҫса алӑк ҫумӗнче тӑратӑп, тавара епле сутнине сӑнаса пӑхатӑп. Пурӑнӑҫра ун пекки час-часах пулкалать. — Акӑ мӗн! Хӑш чухне шуррисем те индеецла тӑхӑнса хӑтланаҫҫӗ, хӑш чухне тата мексиканецсем те. Пӳлӗмри япаласем пурте тахҫантанпах пӗлнисем пулнӑ, анчах паян вӗсем темӗнле ҫӗнӗлле курӑннӑ. Эпӗ кӑштах такӑнтӑм, мӗншӗн тесен Ледковпа иксӗмӗр пӗрле Заполярьене епле пӑхса ҫӳрени ҫинчен калас килетчӗ манӑн, анчах ку сӑмах манӑн доклада кӗмелле марччӗ, вара эпӗ капитан биографийӗ еннелле кӑнттамӑн ҫаврӑнтӑм. — Урӑх ним каламалли те ҫук манӑн, мӗн калассине пӗтӗмпе каласа пӗтертӗм, — Огняновӑн сасси чӗтренсе илчӗ. Нимӗҫсенчен пулсан, кун пек каҫхине хӑрама кирлӗ те мар. Кассӑн-кассӑн ҫил вашлатса вӗрнипе таткаланса илтӗнекен йытӑ сассисем хутор тӑрӑх кичеммӗн те чарӑна пӗлмесӗр янӑрашаҫҫӗ, Давыдов юр тытса хӑварасси ҫинчен Яков Лукич каласа панине аса илчӗ та ассӑн сывласа ячӗ: «Ҫук, кӑҫалхи ҫул ӑна тума алӑ ҫитеймӗ ҫав. — Тӗлӗнтермӗш эс! «Вӗсем енне каҫнӑ, вӑл ӗнтӗ халь йӑлтах лешсен ҫынни». Шухӑшлатӑп Эс йӑлтах урӑх ҫын пулмалла тесе калама кӑна ҫӑмӑл. Ҫавна никам та пӗлмен. Ҫӗнӗ хыпар илтме юратакан хӗр-манахсем хуларан таврӑнчӗҫ. Килнӗ ҫыннӑн ячӗ Бойчо Огнянов иккен, кунта вӑл мӗнле шухӑшпа ҫитнӗ — ҫавна пӗри те пӗлмест. — Питӗ лайӑх. Сирӗн кунта улшӑну пулнӑ иккен, — хушса хучӗ вӑл йӗри-тавра, ҫавӑнтах Феничкӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх та, хӑвӑрттӑн пӑхса илсе. — Истори вӑрӑм! — ассӑн сывласа каланӑ Тарас. Типӗ ҫӗр пач та юханшывӑн ҫӳлти пайӗнчи пулӑхлӑ хирсем пек мар. Типшӗм сӑмси ҫинче пенсне тытӑнса тӑрать. Пенснен ылтӑнланӑ хӗстеркӗчӗ, резинкипе хӗссе, ӳт-тирне хӑпартлантарса тӑрать. — Каллех эсӗ кирлӗ-кирлӗ мар ухмахла сӑмахсем калатӑн! — тесе ячӗ пӑшӑрханса Давыдов, анчах текех ӑнлантарса тӑмарӗ. Ҫак ӗҫсене тунипе ӑна карчӑкпа унӑн упӑшки, Стройтрестра ӗҫлекенскер, противовоздушнӑй оборона активисчӗ, Анюта пекех талӑкӗ-талӑкӗпе киле килменскер, ҫав тери кӑмӑллама пуҫларӗҫ. Ӑҫтан-ха ман ҫӳҫ утӑ капанӗ евӗрлӗ пултӑр? Вӑл сӑмсине ҫиле май тытать, шӑртне тӑратнӑ — вӑл ҫиллес. Старший лейтенант ҫавӑнтах кузов ҫинчен анчӗ те, курӑк ҫине ларса, ҫул ҫинелле тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ. Мор-двасем! — тесе илет сайра-хутран. Нимле савӑнӑҫ та. Пӗр пӗччен ларма, темле, питӗ хӑрушӑ. Тапхӑрӑн-тапхӑрӑн вӗсем питӗ илемлӗ пӗчӗк уҫланкӑсене пыра-пыра тухрӗҫ. Курӑк кавирӗпе витӗннӗ хаклӑ йышши чулсем пек йӑлтӑртатаҫҫӗ ҫак уҫланкӑсенчи чечексем. Ялан ӳсӗр ҫӳрет… Ҫиччӗмӗш талӑк утнӑ чух тин вӑл ҫак сасӑсем ӑҫтан илтӗннине пӗлчӗ. — Аван, маркиз господин. — Акӑ ӗнтӗ, Яков Васильевич, ку ӗҫе ҫӑмӑллӑнах тума пуласса ӗненмест вӑл. Островнов патне кайӑр, ку ӗҫе йӗркелекенни вӑл пулать, чӑнласах калатӑп сире, — лӑплантарать ҫынсене Давыдов. Курнӑҫнӑ ҫӗре вӑл паян ӑнсӑртран лекнӗ, — ытти чух яланах начальник помощникӗ вӑл. — Ӑнкарса илейместӗп-ха эпӗ, Санька, эс ун чухне пит ӑста ӳкереттӗнччӗ-ҫке, — терӗ вӑл. «Мӗнле ҫын унта?» ыйтрӗ тимӗрҫӗ умӗнчех лараканни, аяккарахра лараканнинчен. — Эх, епле лайӑхчӗ ун чухне, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне; ман умра хамӑн асаилӳринчен те лайӑхрах пек туйӑнакан ҫав кулах, ҫав куҫсемех йӑлкӑшаҫҫӗ. Фома, хулпуҫҫийӗсене кӑртлаттарса илнӗ те, алӑк патнелле утса кайнӑ. Ҫапла пулмасӑр! — Ыранччен сыв пуй, — терӗ хӗрача, мана аллине парса, — Турӑ упратӑр сана ыранччен… Ҫакӑ курс хӗвеланӑҫ енне тата ытларах пӑрӑннӑ пулсан та, е Нансен «Фрамӗн» ҫулӗпе юнашар пынӑ пулсан та 1916-мӗш ҫулхи кӗркуннеччен пӑрсем хушшинчен тухайман пулӑттӑмӑр, ӗҫме-ҫиме вара 1915-мӗш ҫулхи ҫуллахи вӑхӑта ҫеҫ ҫитет. Эсӗ мана ҫав хӗр умӗнче айӑплӑ тетӗн, — тет вӑл, хӑй ҫине ырӑ куҫсемпе пӑхса ларакан ҫын енне ҫаврӑнса. Епле-ха кунта ӗлӗк пӗр-пӗр замок е монастырь туса лартма ӑс ҫитереймен?..» — Ил, тетӗп!.. — мӗкӗрсе ячӗ Челкаш, куҫне хӑрушшӑн ҫавӑркаласа пӑхса. — Ну, ун чухне вара ҫавсем, пӑлхавра ҫиеле тухнисем, пурнӑҫа ӑсласа, хӑйсен майлӑ тӑвӗҫ… ӗҫ ун чухне алай-пӑлай пулас ҫук, нота ҫине ҫырнӑ пек кайӗ! Селёдкине эпӗ ҫимерӗм те, хӑвӑр та пӗлетӗр, селёдка ҫисен кӑкӑр хӗртет манӑн. Анчах, вӑлчине тутанса пӑхрӑм: ытарма ҫук вӑлча! Анчах пӗр вӑхӑтрах темиҫе теҫетке ҫын курнӑ япала пирки ӗнтӗ иккӗлле шухӑшламалли пулман. Юлашки кунсенче вӑл ҫитӗнсе ҫитнӗ пек пулса кайрӗ, ҫулӗпе аслӑрах курӑнать, япаласем пирки тӗплӗн шухӑшлать, ҫакна вӑл тунсӑхлӑ та танлӑ лӑпкӑлӑхӗнченех асӑрхарӗ, ҫынсемпе пулӑмсене те халӗ ҫак виҫепех виҫрӗ. Боцман — ватӑ, ӗҫре пиҫӗхнӗ моряк — чи йывӑр самантра хӑйне ҫирӗп тытма пӗлнипе уйрӑлса тӑнӑ. Ун чухне те самолёт ҫунаттисем айӗпе симӗс ярӑмсем ыткӑнса пычӗҫ… — Виҫӗ ҫул! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — «Кӗтӗр!» терӗ те София, мана ыталама пуҫларӗ. Хама кирек хӑҫан та урӑхла йышши ҫын пек кӑтартас правилӑна пӑхӑнса тата княгиньӑпа ман пек ӑслӑ ҫынсем пӗрне-пӗри яланхилле хисеплесе сума сӑвассинчен ҫӳлте тӑраҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ акӑ мӗнле ответлерӗм: тӗлсӗр-йӗрсӗр сулланса ҫӳрессине чӑтма пултараймастӑп, уҫӑлса ҫӳреме тухас-тӑк, пӗччен ҫӳреме кӑна юрататӑп, терӗм. Аркадий, ҫул ҫине пӑхса, сӑлтавсӑрах кулса пырать. Вӗсен шӑлӗ хушшинче — курӑк, вӗсем паян пӑр выртакан ҫӗрте кавлесе ҫӳренӗ. Пӗрре ҫеҫ мар ахӑлтатса кулчӗ Санин хӑш-пӗр вичкӗн те витӗмлӗ сӑмахран. Юлашкинчен Риварес куҫӗсене ҫӗклесе Джемма ҫине пӑхрӗ те:— Цирка кайса курар-и? — терӗ. — Ман патӑма килсе, эсир ытла та кӑмӑл турӑр, синьора. Саня! — Мана ҫавах персе вӗлернӗ пулӗччӗҫ. Кванза хӗрринчи лагерьтен тухнӑранпа вӑтӑр сакӑр кун иртрӗ. «Эх, турӑҫӑм, турӑ!» — текелесе, темиҫе хутчен те нар ҫинчен анса, витре патне пырса куркапа катӑртаттарчӗ, вара, вӗриленнӗ ут пекех, шыва тӑранмасла лӑнкӑртаттарса ӗҫрӗ. Пилӗк тӗлне тытнӑ алли ҫине тайӑнчӗ те вӑл, манӑн умма чарӑнса тӑчӗ. Кӗрсенех: «ача, пӗр чашка шоколад пар!» тесе кӑшкӑрса ячӗ, хӑй ҫав минутрах тӗкӗртен пӑхса илчӗ: сӑмса пур. Курайман ҫынпа тӗл пулас мар тесе, старик ҫамрӑксен еннелле ҫӳреме пӑрахрӗ, анчах ун вырӑнне килкартинче вара, хӑй кунта хуҫа иккенне кӑтартса, паровоз пекех хашлатса ҫӳре пуҫларӗ. Феничка Базаров ҫине хӑяккӑн пӑхрӗ те, нимӗн те каламарӗ. Ҫапах та, сӑмах татиччен малтан, вӑл Окленда каякан судно ҫине кайса курма сӗнчӗ. Ҫынсем, вилес умӗн ыйхӑланӑ пек, пӗрин хыҫҫӑн тепри ура ҫине тӑчӗҫ. — Ҫапла, пӗлтӗр пулас-ха вӑл, темӗн ҫунтарса янӑ е ҫаратнӑ… Анчах вӑрттӑн подвал пурри ниҫта та палӑрмарӗ. — Ахаль ҫеҫ вылятӑр эсир манпа… — салхуллӑн тавӑрнӑ Фома. Вӑл каять ӗнтӗ. Унӑн пальтипе панталонӗ пылчӑкпа вараланнӑ; кивӗ ҫаврака шӗлепки ҫумне лачака курӑкӗ ҫыпӑҫнӑ; сылтӑм аллине вӑл пысӑках мар хутаҫ тытнӑ; хут ҫинче темле чӗрӗ япала йӑшӑлтатать. Ҫул ҫинче эпир алла-аллӑн тытса шӑкӑлтатса калаҫса пыраттӑмӑр; эпӗ ӑна тӗрлӗ историсем каласа параттӑм; вӑл пӗтӗм чунтан каҫса кайсах кулатчӗ; ҫапла эпир Эльба шывӗ хӗррине ҫитеттӗмӗр те шыв ҫинче шурӑ кӑкшӑм курӑк чечеккисем хушшинче ишсе ҫӳрекен акӑшсене курса савӑннӑ хыҫҫӑн, пӑрахут ҫине лараттӑмӑр та, канал хӗрринчи урама анса юлаттӑмӑр. Эпӗ ӑна вырсарникунсенче ҫеҫ кураттӑм. Арӑслан уриллӗ, ылтӑнланӑ кравать ҫийӗн пудрӑланӑ париклӗ, пӗрӗнчӗк ҫӑварлӑ, кафтан ҫинчи ҫӑлтӑрлӑ старик портречӗ ҫакӑнса тӑрать. Мӗншӗн? Эпӗ кӑштах астивсе пӑхрӑм та, хамӑрӑн ача ҫуртӗнчи повар Петя пичче пекех:— А, наркӑмӑш пекех! — тесе хутӑм. Пит те тӗлӗнмелле раксене сӑнамалли самант ҫитрӗ акӑ, Бенедикт господин! Леш кинемей ӑна пуҫ тайса хисеплерӗ, анасланӑ май, пӗр вырӑнта хытса тӑмӗ. Чей пырса пачӗҫ. Кӗркелӗр. — Пырса ҫӳрӗр, Юрий Алексеевич, — терӗ Шурочка та. Ку карчӑк ыраттармаллах ҫапать, е сӑмса кӑкӗнчен, е тӑнлавран тивертме тӑрӑшать, ҫапасса та ыттисем пек ҫапмасть-ха вал, хӑй чышкин чӑмрашка енӗпе, чӑмӑртаса тытнӑ пӳрнисен шӑмӑ кукрашкисемпе пыра-пыра чышать. Нимӗн те ӑнланайман Ольга чарӑнса тӑчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, итлерӗ. Фронт линийӗ патне ҫитес чух ӑна тепӗр хут атакӑланӑ, хальхинче икӗ «юнкерс» пулнӑ. Вӑкӑрсем кӳлнӗ лавсем ҫине аманнисем вырнаҫрӗҫ — нимӗнле приказсене пӑхӑнмасӑрах, вӗсем, тылалла, хӗвелтухӑҫнелле, госпитальсене каяс вырӑнне, никама чӑрмантармасӑр, хыҫалтан хӑйсен дивизийӗсем хыҫҫӑн малалла куҫса пыраҫҫӗ! Унччен грузовиксем ҫинче турттарса пыракан пурлӑхӑн пӗр пайне те вӑкӑрсем ҫинех тиерӗҫ. Ҫапӑҫура кирлӗ пулма пултарайман трофейсене те вӑкӑрсемпех турттарса пыраҫҫӗ. Кӑнтӑр широтин вӑтӑр ҫиччӗмӗш градусӗ Америка урлӑ каҫать те, Атланти океанӗпе пырса… Часах ҫиччӗ ҫитет. Эсӗ ӑна хӑвӑн кӑмӑлна килентерме вӗлертӗн. — Шӑпах вӑт ирсӗр, — терӗ Берсенев ун хыҫҫӑн. Апат пырса парать те каялла илсе каять. Вӗҫме пултарас пулсан, Воропаев хӑй те пӗччен чух ҫавӑн пек тунӑ пулӗччӗ. Унӑн ашшӗ 1812 ҫулти вӑрҫӑра ҫапӑҫнӑ генерал, ҫырӑва сахал пӗлекенскер, тӳрккес чӗлхеллӗ, анчах та усал мар вырӑс ҫынни пулнӑ; вӑл пӗтӗм ӗмӗрӗпех пурнӑҫ ҫитменлӗхӗпе кӗрешсе ирттернӗ, малтан бригада, унтан дивизи командирӗ пулнӑ, яланах провинцире пурӑннӑ, унта, хӑйӗн чинне кура, самаях пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Йӗри-тавра пӗр сас-чӗвӗ те ҫук теме юрать. — Сирӗншӗн май ҫук пек туйӑнать пулсан та, пирӗншӗн май пур! Коридорта сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: Горевӑна шыраҫҫӗ. Фрост, мӑкӑрӑлса тӑракан мускуллӑ урисемпе пысӑк утӑмсем туса, хӑна пӳлӗмӗнчен буфета, буфетран хӑна пӳлӗмне каллӗ-маллӗ хутлама пикенчӗ те, часах сӗтел ҫине, яшка антармалли чара пырса ларчӗ, ун ҫине вунӑ кӗрепенке таякан сахӑр катӑкӗ, студентсен хӗреслетсе хунӑ виҫӗ шпаги пырса выртрӗҫ. Георгий ҫамки урлӑ тарӑн йӗрсем ӳкнӗ, вӑл, пӗшкӗнерех, пуҫне тайса тӑрать. «Чӑх хыпалакан» пулса ӗҫленӗ Аким Бесхлебнов мучи патне вӗсем пӗтӗм килйышӗ ирхи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗҫ. Карап тӳрех ҫиле май пыратчӗ те, эпир пур парӑссене илсе хурса тинӗсре дрейфласа ҫӳриччен ҫиле май кайни лайӑхрах пулӗ тесе шутларӑмӑр. Халӗ, ачасем, ӗҫе тытӑнар. — Хӗрхенет. — Алексей Вениаминович ыран Цимбал патне килме шухӑшламасть-и? — ыйтрӗ малалла Воропаев ытти ҫынсемпе калаҫнишӗн питӗ кӗвӗҫекен Юрий. Хула ҫыннисене уйрӑмах Никита Артамонов хытӑ култарать: вӑл пысӑк, тӑваткал лаптӑк ҫинчи хӑва тӗмӗсене касса тӑкрӗ, тымарӗсене кӑкларӗ, кунӗ-кунӗпех Ватаракша тӗпӗнчи ҫӑра юшкӑна кӑларать, шурлӑхра торф касать, унтан ӑна, хӑйӗн курпунне мӑкӑртса, тачкӑпа турттарса каять те хӑйӑр ҫине тӗмескен-тӗмескен купаласа хурать. Утсем тарӑн юр ӑшшӗн урисене аран кӑна кӑларкаласа пыраҫҫӗ. — Шӑп, Кучум, — терӗ Тихон ҫурма сасӑпа. Юрӗ эппин! Ҫапла калаҫнӑ ӗнтӗ виҫӗ аслӑ ҫын. Казначейство канцлерӗ пуҫне тем шухӑш килсе кӗнипе хӑй арӑмне ман ҫума хушса кӗвӗҫнӗ. Гаер ман тетраде аллине илет. Салтаксене васкатнӑ хушӑра Юргин флангсенче моторсем кӗрленине илтрӗ. — Том, — терӗ татах ҫамрӑк, — пирӗн халь икӗ хут сыхӑрах пулмалла. Ҫапах та ӑна халӗ мӗнле те пулин лӑплантармалла сӑмах каламалла пулнӑ, вара Петр каларӗ: — Сана кичем пулнине ӑнланатӑп эпӗ. Городничий хайхискер, куҫ хӗсрӗ те, Иван Иванович, ку Иван Иванович мар, леш хӑрах куҫли, Иван Никифорович хыҫне пырса тӑчӗ, городничий Иван Иванович ҫумне тӑчӗ, унтан иккӗшне те хыҫалтан пӗр-пӗрин патнелле тӗртме тытӑнчӗҫ, вӗсене хире-хирӗҫ тӑратса пӗр-пӗрне алӑ памасӑр уйӑрас мар тесех шутланӑччӗ. Нивушлӗ эсӗ пурнӑҫра нихӑҫан арҫынна юратмӑп тесе шутлатӑн? Эсӗ — ҫакнашкал ҫамрӑкскер, хитрескер те вӑйлӑскер. Ҫавӑнпа килтӗм те, ыйтса пӗлес терӗм, мӗнле вырӑн паратӑр мана, ну, тата ытти те… — Сывӑ! Мӗн сывлӑхӗ пултӑр ун, йӑлт чирлӗскерӗн! Кӗлеткине тата чӗр куҫҫисене бронза панцырьпе хупланӑ. Ответне илтесрен хӑраса, чӗтрекен сасӑпа ыйтрӗ Исидора. Вӑл хуҫалӑхра ман пӗрре анчах тата чӑхсене те хавас. Мӗн, начар пулӗ тетӗн-и? Эпӗ мӑн ҫул ҫине тухрӑм — вӑл ҫул кунти ҫынсен урпа уйӗ урлӑ каякан сукмак ҫеҫ пулсан та, эпӗ мӑн ҫул тесе шутларӑм. Анчах эсӗ — вуҫех урӑхла. «Павлуша, чунӑм! Вӑл хӑраса ӳкнӗ. Анчах Крэнкбиль историллӗ, политикӑллӑ е обществӑллӑ темӑсем пирки шухӑшласах кайман. Симӗсле ӑна лайӑх ҫанталӑкра вырма юрать, вӑл вырса тӑксан та пулса ҫитет, — анчах ҫумӑр пулсан? Ун пек ухмахла йӑлана пӑрахӑр, юбка таврашне мур тӗпнелле ывӑтӑр; лайӑххи тӗл пулать пулсан, хӗҫпӑшала ҫеҫ илӗр тата червонцӑсемпе кӗмӗле илӗр, мӗншӗн тесен, вӗсем таҫта та вырнаҫаҫҫӗ тата кирек хӑҫан та кирлӗ пулаҫҫӗ. Хӑратпӑр, — ҫиллессӗн тава кӗчӗ малтанхиех. Ҫил унӑн блузкин ҫухине лӑскать, ҫырӑ ҫӳҫӗн пайӑркисене вӗлкӗштерет. Эсӗ — мӗнле? Итлетӗп эпӗ сире, — терӗ малалла хӗрсе кайсах Аркадий Павлыч: — сирӗн ӗҫес те, кӑмака ҫинче выртас, сирӗншӗн вара лайӑх хресченӗн ответ тыт. — Ара эпӗ, пичче, Севастополе ҫитсен ҫул укҫи илетӗп те тӳлетӗп ӗнтӗ, тесеттӗм. Куртӑр-и акӑ! — лаши ҫинчен аннӑ май, ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ Бек-Агамалов. Алексейпе Наталья тата Ольга ӑна ӳкӗте кӗртсе лӑплантарнӑ. Анчах кӳреннӗ ҫын ҫиеле тухса, савӑнӑҫлӑн:«Мӗн-ха ӗнтӗ? Санӑн ирӗкӳ — никамшӑн та закон мар… Куратӑн-и?» — тенӗ. Кӗтмен ҫӗртенех унӑн чӗрине шеллес кӑмӑл пырса кӗчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй алла илчӗ. — Исидора-и? «Халӗ мӗнле-ши эсӗ, савнӑ чунӑм?» — пӑшӑлтатса илчӗ Анюта, карточка ҫине пӑхса. Ульяна чӳрече хупписене лайӑх хупнипе хупманнине тӗрӗслерӗ, ҫуртана сӳнтерчӗ, — кӗтесре, турӑшсем умӗнче, кӗмӗл подставка ҫине лартнӑ кӑвак лампадка ҫуннӑ. Ун чухне, тен, пахча леш енчи пӗренерен тунӑ сӑрламан пӳрте лайӑхрах курма пулнӑ пулӗччӗ, унти крыльцана, картишӗнчи ҫӳлӗ пус тарасине лайӑх курнӑ пулӑттӑм, тен. Ҫӗр хӑйӗн мӗлкипе Уйӑха пӗтӗмӗшпех хупласа илнине Уйӑх пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленни теҫҫӗ. Мана тивӗҫ пар, этем тивӗҫлӗхӗ пар! Вӑл кӗтме, кӗтме, итлеме пуҫларӗ. Аманнӑ ҫын ҫӗҫӗ туртса кӑларчӗ те, сылтӑм чӗркуҫҫи ҫине тайӑнса, хатӗрленсе тӑчӗ. Вӑл вара мунча майлаштарма тытӑнчӗ. — Ҫапла! Кунта вӑл Брунсвик ҫурутравӗпе хумсем ывӑтнипе чуллӑ ҫыран ҫине тухса ӳкнӗ тем пысӑкӑш кит евӗрлӗ тӑрӑхланса выртакан утравӑн хушшипе иртет, вӑл утрава Ӳкӗнӳллӗ Ҫӗр тесе каланӑ. Ҫапах хӑш-пӗр тӗлте халӗ те ҫӗр айӗнчи вӗри ҫӑлсенчен пӑс персе тӑни курӑнкалать. — Кам ҫухӑрать. Эпир Собор садӗнче лартӑмӑр; ҫырман тепӗр енчен пирӗн пӳрт, килкарти курӑнать, вӗсем кунтан ҫав тери пӗчӗкҫӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑл каларӗ: ҫав Ступинӑн курайманлӑхне… Эпӗ Крепость валӗ ҫинче хӑпма пӗлмесӗр чечек пахчи ҫине, бульвар ҫине — унта эпир рюхӑлла выляттӑмӑр — чылай вӑхӑт хушши тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑтӑм. Ҫак вӑхӑтра икӗ е виҫӗ ҫамрӑк ҫын эпӗ ҫывӑрнӑ хушӑра ман сӑна пӑхса илесшӗн пулнӑ. Вӑл шурӑрах тӗслӗ ҫутӑпа йӑлкӑшать, пӗр ҫӑлтӑр та, пӗр планета та унӑн йӑлтӑркка ҫутин вӑйӗпе танлашма пултараймасть. Дик пуҫӗнче Гаррис пирки чылай татӑклӑ шухӑш пиҫсе ҫитрӗ ӗнтӗ. Пиртен кам тӗрӗс тунипе кам айӑплӑ пулни — халӗ ку ниме те пӗлтермест. Автан авӑтать, — тӑмалла. Анчах ҫӗнӗ хуҫасем килсе ҫеҫ кӗчӗҫ — кичемлӗх пӗтрӗ. Гаша, сӑмавар лартса яр-ха. Вӑл шыва путса мар, лаша ҫинчен ӳксе вилнӗ. Вӑл Ривэра пӗрре ҫапнине хирӗҫ виҫӗ хутчен ҫапнӑ, анчах: вӑл вӗлермелле мар, тавӑрмалла кӑна ҫапнӑ. Юлашкинчен, мунча умне кӗрсе ларсан, лайӑхрах пулать терӗмӗр: унта тӗттӗм, анчах чӳрече умне ларма пулать, чӳрече сарайпала юнашар ларакан бойный хушшинчи таса мар кӗтеселле тухать, ҫынсем унта сайра-хутра ҫеҫ пырса пӑхкалаҫҫӗ. Вӑл кунӗ-кунӗпех вуланӑ — журналсем мар, пысӑк кӗнекесем, историллӗ сочиненисем. — Мӗскер? Эсир, мӗн, хӑвӑр интереслӗ, лайӑх, усӑллӑ ӗҫшӗн службӑра тӑратӑп тесе ӗненетӗр-и вара? — Ак, тӑхтӑр-ха, тӗттӗмленсен эпир те кайӑпӑр. Илтетӗн-и? Акӑ вӑл пирӗн пуҫсем тӗлӗнчен иртсе кайрӗ. Эпир пӗр-пӗрне ытлашши сӑмахсӑрах ӑнланнӑ. Ача чухнех эпир ҫавӑн пекчӗ. — Эх, мадам, вӑл питӗ пӗчӗкҫӗ-ҫке-ха. Хӗл ларас умӗнхи ҫул ҫара йывӑҫсене силлесе кӗрпеллӗ юра вӗҫтеркет. Унӑн куҫӗсем ҫутӑлса кӑна тӑраҫҫӗ, куҫ хӑрпӑкӗсем те ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ, кӑвак куҫӗсем тӗттӗм кӗтесселле ӑнланмасӑр тинкереҫҫӗ. Вӑл итлеме тытӑнчӗ; ҫӳлте, хӑй пуҫӗ тӗлӗнчех, батарея командирӗ уткаласа ҫӳрени илтӗнчӗ. Тинӗс хӗрринче тахӑшӗ икӗ кӗпҫеллӗ пӑшалпа перет. Вӗсем ним чӗнмесӗр тӑнӑ, хӑйсен малашнехи пурнӑҫӗнче вӗсене ҫав тери нумай телей курассӑн туйӑннӑ та, ҫакӑнта, анлӑ Атӑл хӗрринче те, ҫурхи ирӗклӗ ҫул ҫинче те вӗсене сывлама сывлӑш ҫитмен. Вӑл, пурнӑҫ тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек, вӑхӑтран вӑхӑта шӑллӗ патне — унӑн хваттерне хаваслӑхпа та музыкӑпа тултарма кӑна килсе кӗрет пек туйӑнать. — Маншӑн урӑх сӑмах ҫук пуль ҫав сирӗн? — синкеррӗн ыйтнӑ Фома, старик ҫине тиресле пӑхса. Унтах ултӑ нимӗҫ, пурне те юри суйласа илнӗ тейӗн, кунти пек мар, урӑхларах тӗслӗ те вӑрӑм аркӑллӑ шинельсемпе вӗсем, шӑмшак тӗлӗшӗнчен килпетсӗрскерсем, колонна икӗ енӗпе тӑрса тухнӑ та, тыткӑнрисене пӗрмай кӑшкӑра-кӑшкӑра, автомачӗсемпе тӗрткелесе васкатаҫҫӗ. Горизонта хӗрлӗрех шупка сӑн ҫапрӗ. — Ӗненме пултараймастӑп. Шӳтшӗн, савӑнасшӑн, ҫӗр ҫинче пурӑнма йӑпанчӑклӑ пултӑр тесе, юнпа кирек те мӗн — хӗрарӑм-юрӑҫӑ, лаша, кӗмӗл ҫӗҫӗ, ылтӑн савӑт-сапа, ачасем валли хаклӑ йышши тетте туянма май пултӑр тесе. Тӗслӗхрен, кама?.. Пыра-киле вӗсен ирӗксӗрех клапӑнне уҫмалла пулчӗ, тата пӗтӗм тӗнче умӗнче — тем пек шел те, анчах ССР Союзӗн Конституци проекчӗ пурах ҫав, пур ҫеҫ те мар, вӑл ӑс-пуҫсене усал сиенлӗ шухӑш кӳрте пуҫларӗ, — тесе пӗлтермелле пулчӗ. Амӑшне, ватӑ фельдшерицӑна, вӑл питех хытӑ юратнӑ, анчах та темшӗн хӑйӗн юратӑвӗнчен вӑтаннӑ та, ӑна яланах пытарса пурӑннӑ. — Эпӗ тирпейсӗр пулсан, мӗншӗн вӗрентес мар-ха? — терӗ ӑна хирӗҫ Софья, хулпуҫҫине хутлатса илсе. Нимӗн те пӗтмен-ха Пӗлейместӗп, ҫурҫӗр иртни тӑватӑ сехетчӗ-ши, эпӗ куҫӑма уҫрӑм та хам умра коридорти дежурнӑйӑн шурнӑ питне курах кайрӑм. — Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл, — сирӗн манпа килӗшмелле е мана вӗлермелле. Огняновӑн хӗрӳллӗ сӑмахӗ мӗскӗн кӗтӳҫе шухӑша ячӗ иккен. Инсаров ун чухне саккӑра кайнӑ пулнӑ. — Эсӗ ху кӑшкӑратӑн! — тесе тавӑрчӗ вӑл кӑшкӑрнӑ сасӑ еннелле, унтан халӗ те ҫаплах кӗлӗ сӑмахӗсем каласа пӑшӑлтатакан Гаврила патнелле ҫаврӑнса: — Ну, тӑван, хӑвӑн телейӳ пулчӗ! Ман хыҫӑмра палланӑ ҫын утти илтӗнчӗ: эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм — ман паталла хӑйӗн хӑвӑрт та ҫӑмӑл уттипе атте килет. Енчен вӑл татах килсен, эсӗ мана вӑрат, илтетӗн-и? — Вӑл хӑвӑрт йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Мана калле чакма тӳрӗ килчӗ. Пӗррехинче ҫапла ирхине ирех сулла улах вырӑна, Пайсквилл текен пӗчӗкҫеҫ хуларан икӗ миля анатарах, пытартӑмӑр та, король ҫырана тухса кайрӗ, пире сулӑ ҫинчен тухма хушмарӗ, вӑл хулана кайса «Жираф» ҫинчен кунта сас-хура ҫитнипе ҫитменнине пӗлсе киличчен пирӗн «сӑмсасене кӑтартма» юрамасть иккен. Тинӗс малтанхи пекех пӗр евӗрлӗ. Е хӑраса чирлетӗр тетӗн-и, — ҫавна кӗтетӗн-им? — ятланӑ Анфиса. Ҫак сӑмахсем ҫителӗклӗ пулнӑ, Игнат вара кӗҫ-вӗҫ тухса ҫухалнӑ, кайнӑ май:— Ну-ну-ну! — Выртам-ха пӗртак! Юрӑ сӑмахӗсемпе калама ҫук ҫӑтӑ ҫыхӑнса тӑракан ытарайми хитре кӗвве иленеҫҫӗ; унӑн куҫӗ умне ҫак картина тухса, анакан хӗвелӗн сӑлтавсӑрах хуйха яракан пайӑркине пула курӑннӑ евӗр тухса тӑрать. 1942-мӗш ҫулхи ҫула ӑна эпӗ метрора курнӑччӗ те унтан вара курман — халь те вӑл ҫавӑн чухнехи пекех — мӑнаҫлӑ, ҫынна хисеп тума хатӗр пек сӑнарлӑ. — Ҫапла, вӑл чӑнах та хӑюллӑ, их благородие вӑл калама ҫук хӑюллӑ! — терӗ барабанщик. Лаггнегг утравӗ ҫинче кӑна пурнӑҫа ҫакнашкал юратса каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен струльдбругсем нумай пурӑннине вӗсем хӑйсен куҫӗсемпех курса тӑраҫҫӗ. Ҫак шухӑшпа мана Тихон пӗтӗмпех сӑнчӑрласа лартрӗ. Вара атте пычӗ. Атте пычӗ те, эпир, трактире кӗрсе, пӗр пӗчӗк сӗтел хушшине лартӑмӑр. «Пире икӗ Bierkrug парӑрччӗ», — тӗрӗм те, илсе пырса пачӗҫ. — Епле вӑл ырӑ та хӑюллӑ! — Так ахальтенех, чуптӑвас килмест, — тавӑрчӗ Марьяна, аялти тутине тата куҫхаршине чӗтрентерсе. Вӑл хӑраса кӑшкӑрни ман кӑмӑла пырса тиврӗ тата хама лайӑх мар пек туйӑнса карӗ; эпӗ вӑл маншӑн хӑранине ӑнланса илтӗм; хӑрани те тӗлӗнни унӑн ӑслӑ сӑн-пичӗ ҫинче уҫҫӑнах палӑрса карӗ. — Сывӑ-и, Марка! Унтан вӑл халь те мустангер пуҫӗ ҫинчех юлнӑ панамӑна астуса пӑхнӑ. Ӑна, йыт ҫурине, пуҫран пуҫласа ура тупанне ҫитиччен тӑварлӑ тарпа йӗпениччен чӗпӗт! — Мм… — ӗнӗрлесе илнӗ ашшӗ. Лавсем тӑраҫҫӗ, вут хунӑ. Йывӑҫ хуппинчен ӑсталанӑ кимӗсемпе вӗсем тӳлек шывсенче ишеҫҫӗ, хӗрлӗ ӳтлисенчен куланай пуҫтараҫҫӗ. — Эпӗ кӑмӑлланӑ пулӑттӑм, — калаҫма пуҫларӗ вӑл.. Тепӗр секунда ҫеҫ тӑхтанӑ пулсан, пӳрте вӑркӑнса кӗнӗ ҫынсем урайӗнчен ыйхӑ тӗлӗшпе сиксе тӑнӑ ҫынсене пӗтӗмпех ҫапса тӑкнӑ пулӗччӗҫ. Питех те интереслӗ, нихҫан та пулман, тен урӑх нихҫан та пӗлеес ҫук япала ҫинчен илтессине ӑнланса, эпӗ сӗтел ҫинче выртакан шкул тетрадьне илтӗм те унӑн калавне тӳрех ҫырса пыма тытӑнтӑм. Ыйткалакан йывӑҫсем хушшинчен курӑнакан фермӑн пӳрт тӑрри енне пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ: — Маркиз господин, куратӑр-и ҫав пӳрт тӑррине? — Мӗн турӑн эсӗ унта? Компани, икӗ кун тӑсӑлнӑ кутежпа тата халӗ ҫеҫ иртнӗ апатпа ӗшеннӗскер, кӑмӑл тӗлӗшӗнчен савӑнӑҫлӑ пулман. Пӑшал сасси пулнӑ хыҫҫӑн шӑпланнӑ карӑш каллех хӑюссӑррӑн та чарӑна-чарӑна карклатма пуҫларӗ. — Пӗртен-пӗр свидетеле ҫеҫ ӗненетӗп эпӗ, — терӗ вӑл, — Ивана хӑйне. Ҫав вӑхӑтрах, Софья сӑмахӗсене, ӗлӗкхи пек ӗненсе, тинкерӳллӗн итлейменшӗн вӑл вӗчӗрхеннӗ те, тарӑхнӑ та. Шӑннӑ алли-ури ӑшӑнса ҫитрӗ, текех суранӗ те ытла сурман пек туйӑнчӗ. — Пӗрер каҫ ларса пӑхас теттӗм, — тавӑрчӗ Ерошка мучи, — тен, уяв тӗлне, турӑ парсан, мӗн те пулсан вӗлерӗп; ун чухне вара сана та парӑп, чӑнах! Унӑн кӗнекесем пурччӗ, пуринчен ытла ҫар ӗҫӗ ҫинчен тата романсем. Шухӑшласа утса пыратӑн: вӑрӑ-хурах пулса ҫӳресе, сӗмсӗр, пуян ҫынсене ҫаратсан, мӗн ҫаратнине чухӑнсене валеҫсе парсан лайӑх, — пурте тутӑ, савӑнӑҫлӑ пулччӑр, ан кӗвӗҫчӗр, усал йытӑсем пек, пӗр-пӗринпе ан харкашчӑр. Тӑхта-ха, вӑхӑт ҫитсен, Лукич хӑйӗн туппине чавса кӑларӗ те сан хваттере тӳрех тӗллесе перӗ, вӑт сана факт пулӗ! Кӗнекене тытса вӑл, ҫиленнипе хӗрелсе кайнӑскер, хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫне пит ҫиллӗн вӗҫтерсе, мана кӗнекипе хытӑ ыраттармаллах хулпуҫҫинчен шаккать, хӑй ҫара уран, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ. — Пӗлнӗрен хирӗҫетӗп; ытти тӗлӗшпе хытӑ вӑл, анчах лашине парать, мӗншӗн тесен уншӑн нимӗнле расчет та ҫук. Никама та шута хумасӑр, пурин ҫине те ҫиленнӗ пек ҫӳресе, кухарка мана та нихӑш енчен те ирӗк памастчӗ, — ирхине ултӑ сехетре ураран тытса туртать те, кӑшкӑрать: — Ҫитӗ ҫывӑрма! Кӳмене вара эпӗ унран картла выляса илтӗм. Уйӑх каҫӗн ҫурри иртсе кайрӗ те, пирӗн ракета Ҫӗр ҫине каялла кайма хатӗрлене пуҫларӗ. Спэнглер пӗлсе тӑнӑ: ку хайхи мустанг йӗрех пулнӑ; унӑн чӗрнисен паллисене вӑл тополь айӗнче, туслӑн туртса пӗтернӗ икӗ сигара юлашки выртнӑ ҫӗрте те, тата йӗрсем юн кӳлленчӗкӗ ӑшне путнӑ ҫӗрте те курнӑ. Эпӗ киле каятӑп, хӑть те мӗн тӑвӑр! Бруно ӑнӑҫлӑ тарса хӑтӑлнӑ. Тӑван ҫӗршывне вӑл нумайлӑха пӑрахса кайнӑ. — Нюрка, — ыйтрӗ унтан асламӑшӗ, — пирӗн картишне халь кӑна кам кӗрсе тухнине асӑрхамарӑн-и эс? Тӗл пулнӑ чухне вӑл Джеммӑпа ик-виҫӗ хут хирӗҫсе кайнӑ, ҫавӑнпа та Мартини ун ҫине ҫав тери хытӑ ҫилленнӗ. Инсаров ун ҫине ҫав тери хисеплесе пӑхнипе Елена аллине унӑн ҫӳҫӗ ҫинчен куҫӗсем ҫине шутарса антарчӗ. Анчах пичче, ывӑнма-канма пӗлмен ҫын, ҫавӑнпа та манӑн тепӗр ирхине каллех лаша ҫине утланмалла пулчӗ. — Ҫук, вӑл йӑваш манӑн. Базаров ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Эпӗ ун патне пытӑм та ӑна пуҫ тайса саламларӑм. Мӗн шутласа тупӗ-ши вӑл? — Тухтӑр, Таймыр! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Асаплантарса вӗлерессине хирӗҫ эпӗ яланах протестленӗ. Пурӗ те ҫакӑ ҫеҫ. Калама кӑна канас, «Таймс» хаҫатри заметка кӗтмен ҫӗртен унӑн куҫӗ умнех сиксе тухсан, вӑл ӑна мӗнле кӑна пӑлханса кайса вуласа тухмарӗ пулӗ, ҫавӑ унӑн сӳннӗ шанӑҫне тепӗр хут чӗр сывлӑш кӳртрӗ. — Ачисене хӑвӑрпа пӗрле илӗр. Ҫав тери хавас вӑл пиччӗшне курнипе, ӑна вӑл герой тесе шутлать, ҫавӑнпа ун ҫине хисеплесе, савӑнса пӑхать, анчах хӑш-пӗр енӗпе илсен, уйрӑммӑнах светри образовани тӗлӗшпе илсен, тӗрӗссипе каласан, ун пек образовани ун хӑйӗн те пулман, пиччӗшне вӑл хӑйӗнчен кайра тӑракан ҫын вырӑнне хурать, пиччӗшӗ французла калаҫма пултарсах кайманни, чаплӑ обществӑра хӑйне хӑй тыткалама, ташлама т. ыт. пӗлсех кайманни ӑна кӑштах вӑтантарать, ҫавӑнпа вӑл ун ҫине ҫӳлтен пӑхать, май пулсан, ку тӗлӗшпе ӑна вӗрентме ӗмӗтленет. Ӗҫ тухмарӗ. Халӗ ӗнтӗ ман хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳреҫҫӗ. — Ачашлас теместӗп, ҫук! — ҫухӑрать Трилли, ҫӑварӗнчен те, сӑмсинчен те хӑмпӑ кӑларса. Епле ун пек тума юратӑр-ха? Тата хушса ӗнентерсе панисем-и? Вӑхӑт чылай иртнине пула, унӑн ӑшӑ кӑмӑлпа уҫӑмлӑн каласа кӑтартнӑ тусӗсен сӑнарӗсем те манӑн асӑмран сирӗлнӗччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа вӗсен сӑн-сӑпачӗсене ҫӗнӗрен тумалла пулчӗ. — Анчах ун пек тума халь ҫӑмӑлах мар ӗнтӗ, ӗлӗкрех пулсан, ачалӑхра, — ах, мӗнешкел кӑсӑклӑччӗ ҫакӑ!.. Кӗтӗве ҫыран хӗррине илсе пырас тесен, каҫ пуласса кӗтме тивет, анчах унӑн та усси пулмасть. Кунта юлтӑн иккен — пӗл: йӑлт анса лартӑн, полк дами пулса тӑтӑн, сирӗн тискерле каҫӑрсене ҫӳресси пуҫланать, элеклесси, интригӑсемпе аппаланасси те тӗрлӗрен талӑклӑхсемпе прогоннӑйсем тӗлӗшпе тарӑхасси… темиҫе пусшӑн!.. — пррр… хӗрарӑм тус-юлташусемпе черетӗн-черетӗн ҫав йӗрӗнӗҫ «бал» пеккисем тӑва-тӑва ирттересси, винт вылясси… Ҫул ҫинче калаҫса пынӑ чух, шӳтлесе, вӑл хӑйне уйӑхлӑ каҫ комитечӗн председателӗ, терӗ, медицина кӑтартса панӑ тӑрӑх, уйӑх ваннисем хуть те епле сурана та ҫав тери лайӑх сыватаҫҫӗ, ку ӗҫре ҫирӗп йӗркелӗх пулмалла, ҫавӑнпа та каҫхине уҫӑлса ҫӳреме ҫынсене эпӗ хам нарядсем ҫырса паратӑп, терӗ. Кам патне хӑтана каяр-ши? — Авланмастӑп, аннеҫӗм, ан ҫулӑх! — Уй, шайтан! Сильвер та маншӑн, ҫак вӑрманти асаплӑ чӗрчунтан йӑвашрах пек туйӑнчӗ. Эпӗ каялла ҫаврӑнтӑм та, минутсерен айккинелле пӑхса, шлюпкӑсен енне чупрӑм. «Ан перӗр! — тесе кӑшкӑратӑп ӑна: — перекетлӗр пемеллине, ҫаплах хӑваласа ҫитетпӗр ӑна», — тетӗп. Вӑл вӗсене хӑй сисмен ҫӗртенех, мӑнаккӑшӗн юмахӗсемпе пӑтратса янӑ, вара ун пуҫӗнче тӗрлӗ ӗҫсен хаосӗ ҫаврӑннӑ. Ҫав хаосра фантазин йӑмӑх сӑрӗсем чӑн пурнӑҫӑн хаяр сӑрӗсемпе тӗлӗнтермӗшлӗн хутшӑна-хутшӑна кайнӑ. Кирила Петрович, ку ӗҫ пирки ответ тыттарас тесе, ҫине тӑрсах тӗпчесе пӗлесшӗн пулчӗ — кам Дефоржа ҫавӑн пек шӳт пулассине систерни ҫинчен тата мӗн тума вӑл кӗсьере авӑрланӑ пистолет чиксе ҫӳрени ҫинчен пӗлесшӗн пулчӗ. Эпӗ, тӗлӗнсе, йӗри-тавра ҫавӑрӑнса пӑхрӑм… Эпир иксӗмӗр те кулса ятӑмӑр. Катя каларӗ: «Вӑл Урия Гип пек кӑна та мар, пысӑк куҫлӑ, кукӑр сӑмсаллӑ тӑмана пек те», терӗ. — Вара вӑл юнашар ларакан тепӗр хӗре ыталама пикенчӗ. Хӗвел анчӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑн часах ҫӗрле пулса ларчӗ, кӑнтӑр енче кирек хӑҫан та ҫавӑн пек пулать; ҫапах юр йӑлтӑртатса тӑнипе эпир халь те пӗрех май тӑвалла улӑхакан ҫула ҫӑмӑллӑнах уйӑрма пултаратпӑр, анчах хальхинче ҫулӗ паҫӑрхи пекех чӑнкӑ марччӗ. Каҫхине, Анюта таврӑннӑ ҫӗре, питӗ чаплӑ апат хатӗр пулчӗ: какай яшки ҫинче ҫу ҫаврашкисем ярӑнса тӑчӗҫ, юнашарах суханпа ӑшаласа пӗҫернӗ какай пӑсланса ларчӗ, карчӑк йӳҫӗ ҫырларан кӗсел те пӗҫерсе пачӗ. — Ан ҫаврӑнкаласа тӑр, чармак куҫ! — Хӗнӗр ӑна, ачсемӗр! — Мӗн унӑн ҫӑварӗнчен пӑхса тӑмалли пур?! — Сирӗнтен пӑртак лутрарах. — Пит аван, — терӗ Роберт, ун ҫинчен илтсен. — Капитана калӑр вара, эпӗ начар вӗренеп пулсан, мана ҫунтармашкӑн саламатне хӗрхенсе ан тӑтӑр. Тӳрех калас пулать, тӳрем ҫӗрти ахаль шишка кӑна! Унтан Оклендалла почта ҫулӗ иртет. Ҫавӑнта ҫулҫӳревҫӗсем ҫӗр каҫма ӗмӗтленчӗҫ. Унтан провинцин тӗп хулине ҫитиччен аллӑ миле яхӑн, урӑхла каласан, виҫ-тӑват кун ҫуран утмалӑх, е, Оклендпа Гаукса бухтин хушшинче уйӑхра икӗ хут килекен почта каретине ӑнсӑртран тӗл пулсан, нумай-нумай сакӑр сехет каймалла пулать. Тата икӗ кунтан кантурта Алексей Петра, Поповӑн япалисене саклата илсе, ӑна кивҫен укҫа пама шутлани синчен пӗлтерчӗ. Вӗсен хушшисенче унта та кунта яштака, тӳп-тӳрӗ тирексем, кӗлтумашкӑн тейӗн, турачӗсене тӳпенелле кӑнтарнӑскерсем, тем ҫӳллӗш хӑпарса тӑраҫҫӗ, ватӑ каштансем хӑйсен тӗреклӗ тӑррисене, чатӑр пекрех саркалантарса, анлӑн та мӑнаҫлӑн ывтӑнтарнӑ; йывӑҫсем пуш-пушах-ха, ҫара вуллисем хуран ҫех курӑнаҫҫӗ, ҫапах та куҫа, аран кӑна пулин те, вӗсем чи малтанхи тӗклӗ, савӑнӑҫлӑ симӗслӗхпе саралма пуҫлани палӑрать ӗнтӗ. Шалый, унӑн вӑйне виҫнӗ пек, Давыдова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен сӑнаса пӑхрӗ те майӗпен калаҫма пуҫларӗ: — Чӑт, йӗкӗт! Вӗсенче мӗн ҫинчен ҫырни вуламасӑрах паллӑ. Анчах ун пек ҫынсенчен уйрӑлма… пит йывӑр… Итле-ха, кӑвакарчӑнӑм, эпӗ куратӑп, эсӗ питӗ шӑннӑ пулас. Огнянов пуҫне ярса тытса кӑварлӑ урам тӑрӑх чупрӗ, туллиех хӗвӗшекен тӗрӗксен хушшине кӗрсе куҫран ҫухалчӗ. Вӗсем Украина делегачӗсем ларакан креслӑсем патне утрӗҫ. — Акӑ, ку аристократла ушкӑн, — терӗ Белецкий, кӗтесри чӑпар ушкӑн ҫине пирускипе тӗллесе кӑтартнӑ май йӑл кулса. Виҫӗ сасӑллӑ манах, хура хӗресӗпе сулкаласа, ҫынсен стени умӗнче чарӑнса тӑчӗ те, баспа:— Сирӗлӗр! — терӗ. — Эсир пире мула шыраса тупма, хӑвӑрӑн картӑна паратӑр, эсир пирӗн телейсӗр матроссене пере-пере вӗлерме тата вӗсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра пуҫӗсене ҫӗмӗрме пӑрахатӑр. — Давыдов шӑпланчӗ те чеен хушса хучӗ: — Ҫаплах никам та нихҫан та пӗлеймӗ те! Разведчик ӑна хирӗҫ пуҫне сулласа ҫеҫ илнӗ. — Вӗсемпе пӗрле ҫула май килекенсем пулсан? — Вӑл темле палӑрман чернилпа ҫырать. Йӗпетсе пӗлмелли эмел сӗтелӗн виҫҫӗмӗш ещӗкӗнче. Ун пек тӳсӗмлӗхе тем те пӗр курса пӑхнӑ салтак та ӑмсанма пултарӗ; анчах ирхине, ун патне аллине ҫыхтарма кӗрсен, ӗнер пулса иртнӗ ӗҫе аса илчӗ те, унӑн сӑн-сӑпачӗпе хӑй вӑйлине, пӑхӑнтарма пултарнине, темӗнле плакат ҫинчи пек, хӑй ҫине ирӗксӗрех пӑхтаракан илемлӗхрен вӑл тӗлӗнчӗ, малтан ӑна ӗненмерӗ те. Ҫавӑн чухне тин ун карӑнчӑк ҫунатлӑ хура сӑмси шӑтӑкӗсене тутлӑ шӑршӑ пырса капланать: ку вӑл хайхи кайӑксен ӑшӑ тислӗкӗн йӳҫҫи тата вӗсен тӗк-мамӑкӗн пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ ик тӗрлӗ шӑрши. Акӑ вӑл, хӑех вӗҫтерсе килет! Вӗсем патне Майданников васкаса утса пычӗ. Ҫӑлтӑрсен хушшинчи уҫлӑхра планетӑсем, ҫуралман е пӗтнӗ тӗнчесен юлашкисем вӗҫеҫҫӗ-ҫаврӑнаҫҫӗ. — Мӗн кулӑшли тупатӑн вара эсӗ кунта? Кусем Охрим Нашпа Мыкыта Голокопытенко пулчӗҫ. — Ҫав тальмашӑн ман сире хам тире сӗвме парас-и мӗн? — терӗм эпӗ ӑна пӗрре. Ял хыҫӗнче пӑшал пенӗ сасӑсем лӑпланма пуҫларӗҫ. Юлашки юпа-и ку? — Юрӗ, пӗлетӗп. Хӑех ялкӑшма пуҫлать, мур илесшӗ, ниепле сӳнтерме ҫук! Джон пассажирсене палуба ҫине чӗнсе кӑларчӗ. Крушени мӗн пулас пулсан, вӑл вӗсене хӑйсен пӳлӗмӗнчех хӑварасшӑн мар. Сиксе ашкӑнакан тинӗс ҫине пассажирсем чӗререн пӑхаҫҫӗ. Мэри Грант кӑвакарса кайрӗ. Унтан вӑл, наҫилкка ҫинчен шуса анма хӑтланнӑ пек, каҫӑрӑлса илчӗ. Мана ним те кирлӗ мар, эпир аван пурӑнатпӑр. Анчах, лайӑхрах сӑнасан, ҫакӑ паллӑ: тӗлӗнсе хытса кайнӑ пирки мар ҫав пӗр вырӑнта нумайччен тӑрать голова. Ҫак вӑхӑтра Инсаров хуллен йынӑшса ячӗ; Елена чӗтренсе илчӗ, малтанах пуҫне хӗстерсе тытрӗ, унтан шлепки ҫыххине салтма пуҫларӗ. Ҫавӑн чух хӑй мӗн-мӗн шухӑшланине аса илчӗ те, малтанах секундӑра револьвер кӗпҫи ун чӗрине чӑнахах пӑр пек шӑнтса янине астурӗ. Кӗпер ҫинче васкаса каҫакан беженецсем ҫеҫ юлнӑ. Пӗрре эпӗ ун патне питӗ илемлӗ ҫыру та ҫырса пӑхрӑм. Ан ӗҫ… — сасӑсӑр пӑшӑлтатнӑ Наталья. Казаксем секрета кайма ӗлкӗрейменччӗ-ха. Ҫук-и? Васкавлӑ тума тӳр килсе тухнӑ пулин те, мӗн тума кирлине пурне те лайӑх тунӑ пек туйӑнатчӗ. — Маншӑн парӑма Софрон Яковлич тӳлесе ячӗ, аттеҫӗм, — терӗ малалла старик: — вӑл тӳлесе яни пилӗк ҫул иртрӗ ӗнтӗ, анчах вӑл маншӑн парӑма тӳлесе ячӗ те, мана хӑй аллине чуралӑха ҫавӑрса илчӗ, аттеҫӗм, вӑт, ҫапла ӗнтӗ тата… Манӑн вара — икӗпитленмелли нимӗн те ҫук… Молокан патне кайрӗ… Ох, хаяр япала вӑл ягуар! Шырланпуҫра пурнӑҫ хӑйӗн вӑрах уттине васкатмасӑр пырать, анчах хуторти виҫ ҫӗр ҫуртран кашнинех кунпа ҫӗр хӑйсен пысӑк е пӗчӗк савӑнӑҫне, хуйхи-суйхине, хумханӑвне, часах сӳнмен хурлӑхне илсе пырать… Тӗлӗнмелле илемлӗ кулать Таля Лагутина. Калаҫса та татӑлман, никама та ҫыхӑнман… — Вара манӑн вӗсемпе мӗн тумаллаччӗ-ха? — Ҫапла ҫав! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах эпӗ хамран хам вӑтантӑм, Дубкова та хӗрхентӗм, именнипе хӗрелсе кайнӑ сӑнӗ унӑн чунӗ чӑнахах ыратнине палӑртрӗ. Унта эпӗ лава тӑпри ҫине вилнӗ пекех йӑванса кайрӑм. Сӑмах майӗпе каласан, эпӗ хамӑн тӑлмачран та хӑтӑлатӑп. Хӗвел хӗртме пуҫласанах ыйӑх аптратма пуҫлать… Мӗн тата? — тесе кӑшкӑрчӗ. Картиш пуш-пушах, унта ирӗлме пуҫланӑ юр сарӑ сӑнлан курӑнать, юра шыв ҫура-ҫура кӗнӗ. — Пӑх-ха эс ӑна: хӑранипе шак хытса кайнӑ та — утма та пултараймасть! Суятӑп пулсассӑн, ҫав вӑхӑтрах тӑпра ӑшне анса каймалла пултӑр манӑн. Вӗсем райкомра темиҫе хут ҫеҫ тӗл пулнӑ, пӗр-пӗрне ытларах сӑмах-юмах тӑрӑх анчах пӗлнӗ пулсан та, Тубянскри «Красный луч» колхоз председателӗ Никифор Поляница — хальччен Днепропетровскри металлурги завочӗсенчен пӗринче токарьте ӗҫленӗ ҫӗртен ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе килнӗскер — колхоз правлени ҫуртӗнче Давыдова тахҫанхи пӗлӗш-юлташӗ пекех кӗтсе илчӗ: — А-а-а, хаклӑ Давыдов юлташ! Халь малалла итле. — Итле, Плутон. Ҫаратасса кӗтсе тӑмалла-им? Вӑл хаяр, ӑна, ӗмӗрех улшӑнса тӑракан тӑвӑллӑ тинӗс варринчи чул ту пекех, никам та парӑнтарма пултараймасть. Мӗн турӗ-ха ҫак вӑхӑтра Бенедикт пичче? Хуйхӑ ун патне темӗнле вӑрттӑн йӑпшӑнса пынӑ та, ӑна пӳлӗме тӗттӗм кӗрсе тулнӑ пек, ерипен ҫавӑрса илнӗ. Йывӑр чирпе асапланас ҫулсенче Жигиревӑпа Чернокозов хӑйӗн чи хаклӑ, чи ҫывӑх юлташӗсем пулса тӑнине ун чух Павел пӗлме те пултарайман. Нимӗн те калаймӑн тет вӑл, кӗлӗ тӑвакансен пуҫне ҫавӑрас тӗлӗшпе язычниксем хурахсемпе ниепле те танлашаймаҫҫӗ. Хӗрсем, пӗрре ӑна, тепре кӑна тытса, пӑлтӑртан чупа-чупа тухрӗҫ те каялла чупса кӗчӗҫ. Ҫак виҫӗ уйӑх выҫӑ пурӑнса, урамра ҫапкаланса ҫӳресе нумай тӳссе ирттернӗ, ахӑр, эпӗ. Манӑн пит-куҫӑм сасартӑк улшӑнса кайрӗ, куҫран та — сӑмсаран та юхма пуҫларӗ. Ӑна аса илнипе йӗкӗтӗн чӗри чикӗшсе кайнӑ, вара вӑл хулан сасӑпа кӑшкӑрса янӑ: — Эй! Хӗрле хӗвел ҫӳл тӳпере самай тӑратчӗ. — Сирӗн упӑшкӑр пур-и тата?.. — Каҫарӑр мана, господасем, сире чӑрмантарнӑшӑн, — терӗ вӑл шӳт туса каланӑ пек сасӑпа. Шыв, ахӑртнех, ҫырмасем тӑрӑх планета ӑшнелле сӑрхӑнса пынӑ пулас, Марс ҫийӗ ҫинче вӑл ҫулсерен сахаллансах пынӑ. Вилнӗ ҫын выртакан ҫӗрте юрлама ҫылӑх; ҫак самантра ҫак пӳлӗме пуҫтарӑннӑ ҫынсен иртнӗ пурнӑҫӗ вӗҫленет-ҫке-ха. Техасри джунгли варринче чуллӑ ҫӗр ҫинче выртмалла. Фроуорд сӑмсахӗнчен хӗвелтухӑҫнерех кайсан, пролив тата та ытларах тӑвӑрланать. Ун хупахне тата ҫул ҫӳрекен скаваттерсем кӗркелесе тухнӑ. — Сунарҫӑ. Пӗтӗм халӑх хӑй майлӑ пулнипе тӗлӗннӗскер, вӑл хӑйӗн тӑшманне татӑклӑнах ҫапса пӑрахма хатӗрленнӗ. Анчах вӑл ҫав самантрах кулса ячӗ, пӳрнинчи ҫӗрре хыврӗ. Ҫавӑнпа та вӑл халӗ, кӑмӑллӑ итлекенсем тупӑннӑ чух, каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗ пит лайӑххине туйса, тӑраничченех калаҫма шут тытрӗ. Пирӗн пата ҫакӑн пек хыпар ҫитрӗ: эсӗ, ват ух…» «Ҫитет! Вара Игнат:— У-у, кулугур! — тесе, пыр тӗпӗпе тулхӑрса янӑ та пӑрахса утнӑ. Ун сассипе хӑйӑрлӑ пушӑ ҫыран чӗтренсе илчӗ, тинӗс хумӗсемпе хӗвӗннӗ сарӑ хӑйӑр тӗмисем кисреннӗ пек пулчӗҫ. Унтан хурне кӑшкӑрнӑ вӑл: — Иван Иванович, вырӑна! Ҫакӑнта лав патӗнче тӑр е луччӗ ун ҫине вырт: сана никам та курас ҫук, пурте ҫывӑраҫҫӗ эп халех килетӗп». Озеров майор наблюдательнӑй пунктри блиндажа кӗнӗ ҫӗрте, пӗчӗкҫеҫ траншейӑра тӑрать. Ҫулпуҫ каланине вӑл тимлесе итлет. Паян эпӗ хама кӳрентерме парӑп та, тен, кӳрентернинчен кулӑп кӑна, ыраттараймӗ вӑл мана, — анчах ыран, хӑйӗн вӑйне ман ҫинче тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, мана кӳрентерекенни теприн тирне сӳме каять. Мӗншӗн вырӑс мар-ха вӑл? — Ну, эпӗ те каймастӑп эппин. Тавар ҫаврӑнӑшӗ таврашӗнче купцасемпе спекулянтсем юлмарӗҫ. Ромашов калинкке чӗриклетсе иличчен те Шурочкӑн йӑпӑшшӑн пусса утакан ури сассисем шӑпланичченех итлесе тӑчӗ. Унсӑр пуҫне, эпӗ ак вырӑнне те палласа илтӗм. — Эпӗ ним те тумастӑп, — тет Саша, пуҫне усса, анчах хуҫа татах ҫыпӑҫать:— Куҫ айӗнчен ан пӑх, тавар илекенсем эсӗ качака таки тесе шутлӗҫ… — тет. Ҫав вӑхӑтра ҫурхи кунсем ҫиҫнӗ, укҫи кӗтмен ҫӗртен нумай пулнӑ. Вӑл тӑр-пӗччен пурӑннӑ, тунсӑхланӑ. Гекльберри мӑн ҫынсен тумтир юлашкисене тӑхӑнса ҫӳренӗ. Кирек хӑҫан та унӑн тумтирӗ шерепеленсе, татӑкӑн-татӑкӑн усӑнса ҫӳренӗ, тӗрлӗ тӗслӗ сӑрӑпа вараланса пӗтнӗ. Джемма пӗр самантрах хӑйӗн шлепкине хулпуҫҫи урлӑ хыҫалалла ячӗ те паҫӑрхи пекех ырӑ та шанакан куҫӗсемпе ун ҫине пӑхса илчӗ. — Нумай-и? Ҫакӑнта, Колодня патӗнче, тӗттӗм ҫӗрле хӑрушла тытӑҫу пулса иртнӗ. Унтан, тутине ҫуласа илсе, Мирон:— Камит тӑвакансем чӑнах та усӑллӑ, — терӗ. Ӑна пит хытӑ айӑпласран шикленетӗп. Алсене илес пулсан, эпӗ кӗтӳҫӗ мар вӗт-ха, выльӑх сутӑн илекен, ман ӗҫ — пӑру хӳрисене пӗтӗресси мар, укҫа шутласси. Айван ученӑй вӗсен ҫакӑн пек ырӑ кӑмӑлӗшӗн питӗ савӑннӑ. — Чимӗр-ха, йӗкӗт, — эпӗ ӑнланатӑп! Вӑл, авимелех те ӑсчах, чура евӗр выртать ун урисем таврашӗнче, йытӑ пекех илмест ун ҫинчен куҫӗсене. Тӗтреллӗ стенара ун умӗнче тӗлӗнтермӗш пурнӑҫ уҫӑла-уҫӑла, ирте-ирте куҫать. — Ырхан эс, пӑхма хӑрушӑ! Пӑхӑр тӗслӗ пӗчӗк казак мана ҫын пек мар, унтан чылай урӑхларах йышшискер пек — юмахри япала пек, пур ҫынсенчен те лайӑхрах та ҫӳлӗрех пек туйӑнатчӗ. Ытах хуҫи хӑй пирӗн хута кӗрет пулсан, мӗне курса пирӗн аякалла пӑрӑнмалла-ха? — Юрать, — терӗ Артём, ҫурӑмӗ ҫинчен йывӑр михӗ антарса пӑрахнӑ пекех пулса. Эсир те юратмастӑр вӗт вӗсене? Астӑватӑр пуль, эп сире каланӑччӗ — леш, Хвойнӑйран илсе килнӗ пыршӑ-пакарта ҫинчен. «Састӑппа чавса ҫимӗҫ ӳстермен тусем патне шыв илсе пыратӑп», илтӗнетчӗ юханшыв енчен. Ҫапла сӑлайласа хӑтланса эпӗ шалти иккӗмӗш картишне ҫитрӗм. Эпӗ ҫӗр ҫине выртрӑм, пите иккӗмӗш хучӗн чӳречисем патне ҫывхартрӑм, ҫапла майпа калама та ҫук чаплӑ пӳлӗмсене куртӑм. Пулӑ ӑна курнӑ та, тарса хӑтӑлас шутпа, пӑрсем айне пулнӑ йывӑҫсем хушшинелле чӑмнӑ. — Мӗн вӑхӑтра Доле ҫитме пулать? Кандов урлӑ-пирлӗ калаҫрӗ, хӑйне нимӗн чухлӗ те тивмен ӗҫ ҫинчен, калӑпӑр, Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан халӑхӑн йӑли ҫинчен каланӑ пек сӑмахларӗ… Эсӗ хӑв пӗлнӗ пек ту, анчах пире пуп таврашӗсене хирӗҫ кӗрешме ан кансӗрле. — Калӑр-ха, Паганель. этем какайне маориецсем мӗнле ҫиеҫҫӗ: чӗрӗллех-и, е пӗҫерсе? Пур еннелле те саламсем саланнӑ; хӑшӗсемшӗн унӑн шуткӑсем хатӗр пулнӑ; теприсемшӗн — ӑслӑ та хӑвӑрт ответсем, — савӑнӑҫпа кулӑ пурне валли те ҫителӗклех пулнӑ. — Ее высочество лилине пула сана пур ҫӗрте те лайӑх йышӑнӗҫ. Ломбардире пӗр-икӗ юрӑхлӑ писатель пур, анчах вӗсем Милан чӗлхипе ҫыраҫҫӗ. — Кунсӑр пуҫне тата, — терӗ Грассини, — Тосканӑри халӑха лайӑхрах майсемпе ҫавӑрма пулать. Киле вӑл пӗчченех таврӑннӑ, Алексей Мускава кайнӑ. Кунта тинӗс тип-тикӗс выртать, кунтан пӑхсан, горизонт таҫта ҫитичченех курӑнать. Ҫынсем калаҫнинчен, уйрӑм сӑмахсенчен, саламсенчен Алексей санаторирен тӳрех фронта каякан лётчиксене ӑсатнине ӑнланчӗ. Разметнов мӗнле кайса килни, локомобиль туянни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ, юлашкинчен ҫапла ыйтрӗ: — Варькӑ Харламова хутора таврӑннӑ, вӗренме пӑрахнӑ, теҫҫӗ. Мӗн пама пултаратӑп эпӗ вӗсене? Огнянов ҫурҫӗрелле ҫул тытрӗ те. Тытӑнар килӗшме. Ун пичӗ ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ; вӑл вырӑнтан тапранасшӑн пулчӗ, анчах урисем урай ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ тейӗн, хускалмаҫҫӗ. Ҫав тӑмпуҫ, эсӗ ҫапла каланине илтсен, мӗнле савӑннӑ пулӗччӗ-ши! Эпӗ кӑтартса тӑнипе пилӗкҫӗр ҫын чи ҫирӗп пире вунвиҫӗ хут туса ҫӗлесе кимӗ валли парӑссем турӗҫ. Тӗрлӗрен хатӗрсемпе канатсем хатӗрлессине хам ҫине илтӗм. Обердофер каланине илтсен, мексиканец пит те интересленсе кайнӑ. Валеҫсе парсан нумайӑшӗ урӑхла шухӑшлама пултараҫҫӗ: апла пулсан, хамӑр ҫарсем каялла таврӑнасса, колхозсен ҫуркунне тырӑ акмалла пуласса руководительсем хӑйсем те ӗненмеҫҫӗ, тейӗҫ. — Эпӗ ӑна кунта илсе килем-ха, — терӗ Шура. Акӑ кун ҫине те… кун ҫине те, тата кун ҫине те… Вӑл кӗпине ҫурса таткаларӗ те, ӳчӗ ҫинчи хӑрушӑ сурансене кӑтартрӗ. — Пӗлетпӗр эпир сирӗн занятисене, — пӳрнипе юнарӗ те Петерсон, нӑйкӑшнӑ пек, ҫихӗрттерсе кулса ячӗ. Е вӑл ырӑ-сывӑ пулсан, пирӗн сигнала курма тивӗҫ. Окопсем алтнӑ, ҫуртсем тӑрринче дежурить тунӑ, халӗ эвакогоспитальте ӗҫлетӗп. Эпир вырӑнсене пӗр-пӗринпе улӑштартӑмӑр. Тивӗҫлӗ пулнӑ… — Ҫапах та, мӗншӗн? Пӑчӑ пӳлӗме сар чечек, табак, ҫӗрлехи ҫеҫпӗл тата Половцев пӗлмен темле чечексен тутлӑ шӑрши ӳсӗртсе ямалла сарӑлчӗ, — кунта вара кӗтмен япала пулса иртрӗ: Половцев, хурҫӑ пек ҫирӗп есаул, чечексен манӑҫа тухма пуҫланӑ шӑршине пӗтӗм кӑкӑрпа ҫӑтса илсе, сасартӑк макӑрса ячӗ… — Эсир Дмитрие кунта килсе тав тума ирӗк паратӑр-и? — ыйтрӗ Елена амӑшӗнчен, вӑл кӑштах лӑпланса ҫитсен. Ҫурри таран чӑрӑш турачӗпе хупласа лартнӑ пӗчӗкҫеҫ слюда чӳрече витӗр ноябрьти ирӗн тӗксӗм ҫути сӑрхӑнса кӗрет. — Сана каҫармалла-и, Морис? Турци таврашне е тутарсем патне кайма пулать». Ҫын, чӑнах та, чунтан кӳреннӗ пек туйӑнчӗ. Вӗсем вӑрахчен калаҫса ларчӗҫ, вара Лукашка чылай ҫӗрле пулсан, ӳсӗрӗлменскер (вӑл нихҫан та ӳсӗрӗлмен), анчах нумай ӗҫнӗскер, Оленин аллине чӑмӑртаса, ун патӗнчен тухрӗ. Ун чухне пуҫласа курнӑччӗ эпир ӑна, ҫав пирвайхи велосипед хуторти ҫынсемшӗн те тӗлӗнмелле япала пулнӑ пулсан, йытӑсем ҫинчен каламалли те ҫук. Варька, ҫӗкле-ха халех пуҫна! Чурасене астӑваканӗ ответ пама васкарӗ: — Ҫук, сэр, прери ҫуннӑ та вӑл пӗтӗмпех хуп-хура пулса кайнӑ тесе каларӑм ҫеҫ эпӗ, — терӗ. Паллах, эсир аслӑрах… — терӗ. Ҫавӑн пек ӑсатса янӑ ӗнтӗ капитан Татаринова Энск вокзалӗнчен. Каях, каях, эпӗ кӗҫех ҫитетӗп. — Пар-ха мана пӗр пуслӑх хӗвелҫаврӑнӑш! — терӗ ӑна Егорушка. Асапланнӑ, кӗвӗҫнӗ, ӑна канӑҫ паман, пур ҫӗрте те ун хыҫҫӑн сӗтӗрӗннӗ; ӑна Павел Петрович хӑпмасӑр ҫӳрени йӑлӑхтарнӑ та, вӑл вара урӑх патшалӑха тухса кайнӑ. Каҫсенче, лашасене тасатсассӑн, вӗсем витесем патне пӗр ҫаврӑмӑн пуҫтарӑнса тӑратчӗҫ те, хӗрлӗ пуҫлӑ пӗчӗк казак тӑрткаланса тӑракан ҫӳҫне силлесе илсе ҫинҫе сасӑпа пӑхӑр труба пек юрлама тытӑнатчӗ; хӑйне-хӑй хытарса, тӑсӑлса тӑрса, хуллен лӑпкӑ Дон ҫинчен, кӑвак Дунай ҫинчен хурлӑхлӑ юрӑ пуҫласа яратчӗ. Тупра таврашӗ вара пӗр урапа лӑк тулли илсе пычӗҫ. Ҫапла эпир кратер ӑшӗнче малтанхи каҫа ирттертӗмӗр. Тен, медузӑсене, сӗлехсене, йӗплӗ ӳтлисене, тинӗсре пурӑнакан ытти чи ансат кӗлеткеллӗ чӗрчунсене тӗпчессишӗн вӑл сӗм-ҫӗрлеччен краҫҫын ҫунтарнӑ пуль? — Кӑшт иртерех мар-и? — интересленсе ыйтрӗ Андрей. Колоннада леш енче тутӑх мӑкпа витӗннӗ сарлака терраса выртать. Вӗсен йынӑшмалӑх та сасси ҫук. Унӑн пичӗ вилнӗ ҫынӑнни пек шуралса кайрӗ, пит шӑмми айӗнче ҫаврашка мӑкӑльсем кускаласа илчӗҫ. Чӑнах та, хӑйне пӑхсан, ӑна шанма пулать пек: ун ҫӳлти тутине курсан хӑрасах каймалла. Паллах, вӑл хӑй тӗллӗн ҫапла хулӑмланман. Ача, тин ҫуралнӑ ытти ачасем пекех, темле тӗтреллӗн те тӗлли-паллисӗр пӑхкалать. Софья ун ҫине пӑхса:— Эсир мана темскер каласшӑнччӗ-и ҫав? — тесе ыйтрӗ ахальтен пек кӑна. — Пичче, — терӗм эпӗ, — сирӗн кунта Аксенья Григорьевна вилтӑпри пур: ак ҫак ҫулпа кайсан, пӑрӑннӑ ҫӗрте, хӗрринчен иккӗмӗш. — О, йӑпанмалли тесен, ӑна эпӗ кирек ӑҫта кайсан та тупӑп, — кула-кула каларӗ Паганель. — Сӑмахран, Зеленый мысри утравсене те илӗпӗр. Унта пырса ларма майлӑрах вырӑнсем сахал-и вара? Кӑмакан пӗр енче ир пуҫласа каҫченех вутӑ ҫунатчӗ; хӗрлӗ ҫулӑм шуҫӑмӗ стена ҫинче чӗтренсе пиртен пӗр сасӑсӑр кулнӑ пек туйӑнатчӗ. — Ан хӑра, Марко чорбаджи ӑна хӑйсен тӑванӗ патне вырнаҫтарнӑ, эп ҫавӑнта кӗрсе тухасшӑнччӗ те — ҫуртне тупса пулмарӗ, юлташсем те хама пит васкатрӗҫ. Ӑна сӳнме пуҫланӑ паровоз аран-аран сӗтӗрсе ҫитерчӗ; тендер ҫинче пӗр вутӑ сыппи те ҫук, кӑмакинче юлашки вутпуҫҫисем ҫунса пӗтеҫҫӗ. Кам пӗлет, тен вӑл кая юлтӑм тесе хӑвӑртрах васканӑ пулӗ? Е Паганелӗн кулли кӳрентерчӗ ӑна? Тепӗр тесен, кӑмӑлу пулсан — эпӗ сана каласа парам: эпӗ тӗрӗслӗх нумай курнӑ, вӗсене курнӑ хыҫҫӑн эпӗ ҫапла калатӑп: тӗрӗслӗх вӑл — хӗрарӑм, анчах та ҫамрӑк чухне кӑна лайӑх. Анчах, тӗрӗслӗхе пӗлмесӗрех, вӑл господасем ҫинчен, вӗсен ырлӑхӗпе хурлӑхӗсем ҫинчен, вӗсен хаярлӑхӗпе пуянлӑхӗ ҫинчен нумай историсем пӗлнӗ, вара, вӗсем ҫинчен каласа парса, палӑрмаллах хӗрхенсе ҫапла хушса хурать: — Ну, ҫапах та, вӗсем — пӗтеҫҫӗ! Вара нумайӑшӗ хӑраса ӳкнӗ. Кашкӑр сунарҫа хӑй малтан курать, кайран вара — сунарҫӑ ӑна. Мускавра та ун чухне сайра кӑна тӗл пулакан шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарсан, тап-таса тумланнӑ пӗчӗк ача мана алӑк уҫса кӗртрӗ. (Ҫын васкамасӑр, лӑпкӑн калаҫать.) — Вӑйлӑ йӗкӗт пулнӑ! — тӗлӗнсе каларӗ Давыдов. — Эпӗ пӗлместӗп. Анне ҫӳлти хутра, атте патӗнче пулчӗ, эпӗ капитан таврӑннӑ ҫӗре ун валли сӗтел ҫине ирхи апат илсе пытӑм. Сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те, пӳлӗме эпӗ унччен нихӑҫан курман ҫын кӗрсе тӑчӗ. Патак, патак, патак, пиллӗкмӗш, ҫирӗммӗш, ҫӗрмӗш… Анчах ун пек пулмӗ! Ку клеенкӑна Филадельфиренех илсе килнӗ иккен. Пирӗн йышши мар ҫав вӑл», — тенӗ. Ҫав вӑхӑтрах алӑкӑн йывӑҫ хӑлӑпӗ тапранчӗ: алӑк кӗриклетсе уҫӑлчӗ те, каҫхи тӗксӗм ҫутӑра вунҫичӗ ҫулхи хӗр курӑнса кайрӗ. Алӑк хӑлӑпне алӑран вӗҫертмесӗр, йӗри-тавра хӑюсӑррӑн пӑхкаласа, вӑл алӑк урлӑ ярса пусрӗ. Унтан эпир каллех голланди утӑмӗпе ярӑнтӑмӑр, унтан оркестр патнех кайса лартӑмӑр. Катя сасартӑк хӗрелсе кайнӑ, вӗриленнӗ пичӗпе ман еннелле ҫаврӑнчӗ, ҫунса тӑракан хура куҫӗсемпе пӑхрӗ. Ҫапах та, Зинаидӑпа намӑса пӗлмесӗр пурӑнма пӑрахмашкӑн унӑн пӗтӗм вӑйне пухмалла пулнӑ. Фрося! Сӗтел хушшинче кӑшт именнӗ Артём ларать. Хӗрача тутине хускаткаласа илчӗ, халь-халь йӗрсе ярас пек пулса, хуллен хуравларӗ: — Атька… Ҫав чирлӗ ҫынсенчен хӑйсем валли сум-хисеп, ӑшӑ сӑмах илеҫҫӗ; ҫавӑнтан пуҫне вӗсен урӑх нимӗн те ҫук. Вӑт мӗне тумалла! Анчах вӑл занавеска хыҫнелле, хӑй спальнине кӗрсе кайса, кулса ҫеҫ ячӗ те, унтан кӑвак сафьян хупӑллӑ пӗчӗк том илсе тухрӗ. Прокурорӑ туйӑм тӗлӗшпе чухӑн, сӑмах енчен пуян калаҫӑвӗ Павелпа унӑн юлташӗсем патне ҫитеймерӗ пулмалла, — вӗсене ниепле те пырса тӗкӗнмерӗ курӑнать, — вӗсем пурте лӑпкӑнах ларчӗҫ, малтанхи пекех илтӗни-илтӗнми калаҫса, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кулса илчӗҫ, вӑхӑчӗпе хӑйсем кулнине пытарма юриех ҫилленнӗ пек пулчӗҫ. Тухтӑрсем шуйттансене ӗненмеҫҫӗ. Сирӗн выльӑхӑр хыснан питӗ кирлӗ хутне илсе тухса кайнӑ та, эсир тата нимӗн ӑнланмастӑп тесе калаҫатӑр!» Тен тата Александер ятлӑ тейӗн, кайран, суеҫӳ тухсан, пӑркаланма тытӑнӑн та Джордж Александер тейӗн. Чейпе пӗрле пире катлет, калакла пӗҫернӗ ҫӑмарта, ҫу, пыл, чӑкӑт татах та темӗн те пӗр пачӗҫ. — Ылханлӑ пиратсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Тата тепӗр полк килчӗ. — Фрол Рванӑйӑн ывӑлне. Пирӗн картишӗнче ҫурчӗ пекех пысӑк флигель ларатчӗ; икӗ ҫуртри сакӑр хваттертен тӑваттӑшӗнче офицерсем пурӑнатчӗҫ, пилӗкмӗшӗнче — полкри пачӑшка. — Эсир ҫакна ахалех калатӑр, Николай Артемьевич. Сӑн-питӗнче те, куҫӗнче те — шикленни, йӑпӑлтатса юрама тӑрӑшни палӑрать, вӑл хӑй ҫавна пытарасшӑн, анчах эпӗ ӑна пурпӗрех куратӑп, ун пӗлтерӗшне те пӗлетӗп. Вӑл мана тахҫанах хӑнана чӗнетчӗ, анчах ҫак таранччен вӑхӑт тупаймарӑм, ӗнер кайса килес терӗм — шутлатӑп: ун патне пӗр кунлӑха каятӑп, юлташпа тӗл пулатӑп, ҫула май тракторсем мӗнле ӗҫленине куратӑп. — Вӑл ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех салхуллӑччӗ, ӑна темскер, пит кӑмӑла килмен япала пӑшӑрхантарнӑ пулмалла. — Митрофан сывах-и? Ҫынсене пӗр-пӗр хӑрушлӑхран сыхланма систерни. Мӗнле пымалла ун патне? Ҫул ҫинче вӗсенчен чылайӑшӗсем вилчӗҫ, вӗсем вырӑнне манӑн тӗрлӗ халӑхсем хушшинче ҫӗнӗ ҫынсем илмелле пулчӗ. Эпӗ сире иртенпех кӗтрӗм. Ун лаши киле чупса килчӗ; вӑл пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗччӗ. Вӗсем иккӗш те курӑк ҫинче выртнӑ; вӗсен алли-урисене ҫирӗп кантрасемпе ҫыхса пӑрахнӑ. — Ҫук, — терӗ майор, боцман пулнӑ ҫын ҫак ыйтӑва мӗнле хыпаланса панине асӑрхаман пек пулса. Тӗрӗссипе, ун пек хыпаланса ӳкни, вӑхӑтне кура, нимне те пӗлтермест. — Юрать, вилӗрсемччӗ пӗрех хут! — мӑкӑртатрӗ Рыбин. Часах чулсен айӗнчен вӗсем шӑвӑҫ банка тупнӑ. Сыв пул! — Дик хӑйне хӑй начар туять, сэр, — терӗ пӗри. Ҫак кӗтмен ҫӗртен панӑ сӗнӳсене илтсе пурте шалтах тӗлӗнсе кайрӗҫ. Джон Мангльсӗ тата хӑй кӑмӑлсӑр пулнине пытарма пултараймарӗ. Вӑл сасартӑк пысӑк, ялтӑркка, сивчирлӗ куҫӗсене уҫрӗ те татса-татса, татӑклӑн каларӗ: — Халӗ кайӑр. Сыв пулӑр. Вӑл утнӑ ҫӗртех шинельне тӳмелесе, хӑйӗн хыҫҫӑн пыракан генералпа темскер ҫинчен калаҫрӗ. Йӗнер илсе тух-ха. — Павел Корчагинпа-и? — тесе ыйтрӗ вӑл тӗлӗнсе. Тутасем чаплаттарса чӑмлани те, йывӑҫ кашӑксем яшка чашкин тӗпне катӑртаттарни анчах илтӗнсе тӑрать. Кӑмрӑк тӗтӗмне вӑл сӑмси тулли туртса илчӗ. Вӑл пысӑках мар тата ҫителӗклӗ кӑмӑллӑ ҫурт: вывескӑна нумаях та пулмасть сӑрласа хунӑ, кантӑкӗсем ҫинче тирпейлӗ хӗрлӗ чӳрече каррисем, урайне таптаса хӑйӑр сапнӑ. Кунтан нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук. — Ылхан ҫиттӗр сана, Ирланди ашакӗ! — терӗ Стумп, пит кӑмӑлсӑр пулнине палӑртса. — Апла… — пуҫларӗ Анна Сергеевна, анчах кӑшт шухӑшласан, ҫапла хушса хучӗ: — халь вӑл шанаканрах пулчӗ, манпа та калаҫать. Халиччен вӑл манран тарса ҫӳретчӗ. Ҫитменнине эпӗ те унӑн обществине шыраман. Хӗрсе кайнӑ электричествӑн хӑвачӗ пӗлӗте нумай ҫӗртен ҫурса илет, анчах аслати кӗрӗслетни кунта пит уҫҫӑнах илтӗнмест-ха. Ҫаксем кӗҫех чышкӑсемпе ҫапӑҫса каятчӗҫ. Мускавра мана мӗн кӗтсе тӑнӑ-ха Эсир акӑ, калӑпӑр, хӑвӑр ҫур ӗмӗр ӗмӗрленӗ тӑван килӗре таврӑнатӑр. — Хӑратӑн-и? Йӗркесӗрлӗх те пӗр-пӗрне курайманни ӳссех пычӗ. — Ҫӳреччӗрех, — терӗ Раман кӑмӑллӑн… Вӗсем ача-пӑча пек хӗпӗртерӗҫ, хавасланчӗҫ. Швеци ҫулҫӳревҫи Норденшельд ҫав ҫулпа 1817 ҫулта пынӑ. Шепердсонсем засада тунӑ имӗш. Самолёт-и вӑл? Ромашов кӗсменсене каллех алла тытрӗ. Атте чухӑна тӑрса юлчӗ, парӑмӗсем нумай пулнӑ унӑн, ҫав парӑмсене парса татнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпе те вунултӑ доллар та пӗр негр ҫеҫ — Джим юлнӑ унӑн. Вуласси малалла тӑсӑлчӗ. Типнӗ кӗпе-йӗм пуҫтаракан хӗрарӑм-тарҫӑн сехри хӑпса тухрӗ:— Хурах! «Ҫук, — тет вӑл, — ӗнер секретарь килчӗ те пирӗн уйсене пӑхса ҫӳрерӗ, ҫав хыт хура ҫине пырса кӗчӗ те, ну, ыйтать пирӗнтен: ку хыт хурапа мӗн тӑвӑпӑр? — тет. — Ҫаплах вара: ҫӗрле Макар уҫӑ кантӑк умӗнче ларнӑ, ҫӗнӗ вӗреннӗ ҫын, Ҫӑрттан мучи, — сӗтелӗн тепӗр пуҫӗнче. Пӳрт тӑрринчен шыв тумласа тӑчӗ, вӑл тумланӑ кичем сасӑ сехет шакканипе темле тӗлӗнмелле пӗрлешсе янӑрарӗ. Ҫимесен аван мар пек, ҫиетӗн вара, йӗрӗнкелесех ҫиетӗн… Фаворит ялан тенӗ пекех хӑйӗн хуҫи евӗрлӗ пулать. — Хӑвӑрӑн малашнехи пурнӑҫӑр пирки пулнӑ шухӑшӑра. — Урӑхла каласан… Эсир куна… Пурте лайӑха! Вӑрҫӑ ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине ӑнланма хӗн пулнӑ. — Эп ӗҫместӗп, — терӗ Анюта тӳррӗн. Амӑшӗ унӑн ҫирӗп сӑмахне тимлесех итлерӗ; ывӑлӗ патне ҫакӑн пек чылаях ватӑ ҫын килсе, унпа ҫылӑх каҫарттарнӑ пек калаҫнине итлеме питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ ӑна. Ҫапла майпа вара Юрдан чорбаджи те тата Стефчов та хӑйне май килнӗ таран тӑрӑшам пек тунипе хулана хӑтарса хӑваракансем пулса тӑчӗҫ. — Батарея командирӗ пулсан вара, батюшка, лашасем ман 4-шар гарнц сӗлӗ ҫиме пуҫлаҫҫӗ, тупӑш пухас ҫук эпӗ, ан хӑрӑр. Вӑл мана епле юратнине пӗлетӗн-и эсӗ? Де-Лантенак маркиз ҫак ҫынна тӗплӗн сӑнаса пӑхрӗ. Эпир укҫана хамӑр пата шӑтӑка куҫаратпӑр. («Питӗ лайӑх сад» Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… ҫирӗм ултӑ йывӑҫ»). Петр Андреевич Гринев алҫырӑвӗсем ҫакӑнпа пӗтеҫҫӗ. Айртон вӑрттӑнлӑхне пӗлесшӗн мӗн тунине те, Айртон мӗн каланине те вӗсем никама та каласа памарӗҫ. Вӑл куҫне чалӑртса сӑмах калаймасӑр аптраса тӑчӗ, пуртӑ тӳртӗшӗпе ӑна пуҫӗнчен ҫапса янӑ пек пулчӗ. Юлашкинчен, ача хӑй мӗн ӑнланманнине ҫине тӑрсах ӑнланма тӑрӑшни питӗнчен пӑхсах палӑрни те ҫакӑнтанах килнӗ. — Ҫапла-а! — вӑраххӑн тӑсса илчӗ хохол. Планне чӑнласах та питӗ аван шухӑшласа кӑларнӑ, унпа килӗшессинчен урӑх нимӗн тума та ҫук. Пире айккинелле илсе каять пулсан, сэр, — терӗ вӑл малалла, — пире хӳме патӗнче чарӑнма нихӑҫан та май килес ҫук, вара вӑрӑ-хурахсен шлюпкисем пирӗн ҫине тапӑнма пултараҫҫӗ. Лайӑх вӑхӑтсем! Хохол пекех, Николай ҫынсем ҫинчен тарӑхмасӑр калаҫать, пурнӑҫ путсӗр майсемпе йӗркеленсе тӑнӑшӑн пурте айӑплӑ тесе шутлать, анчах ҫӗнӗ пурнӑҫ пуласса ӗненни унӑн Андрейӑн пекех вӗри те ҫутӑ мар. Вӑл унта хӑйӗн ачипе амӑшне пӗрле илсе каять, Корчагинпа Тая пӗр инҫетри, тинӗс хӗрринчи пӗчӗк хулана куҫаҫҫӗ. Труби вара хальхи бинокль евӗрлӗрех пулнӑ темелле, анчах вӑл бинокль пек мӑшӑр трубаллӑ мар, хӑрах трубаллӑ кӑна пулнӑ, ҫапла вара, ун витӗр пӑхас тесен, хӑрах куҫпа ҫеҫ пӑхма пулнӑ, тепӗр куҫа хупласа тӑмалла пулнӑ. — Ан хӗрел, Роберт, — терӗ ӑна Джон Мангльс. — Ӗҫ, — терӗ вӑл тепӗр хут. — Хисеплӗ витязь, сиртен ыйтма хӑюлӑх ҫитерем-ха, — калаҫма пуҫларӗ вӑл йӑпӑлти сасӑпа, — ҫак ытарлӑ сӑмахсене эсир хӑвӑрӑн пуҫӑр шухӑшлама пултарнипе каларӑр-и, е ӑнсӑртран чухласа илсе, сасӑ тенипе сывлӑша чӗтретсе илме шутларӑр-и? Аэроплан, хӗвел сӑнӗпе ҫуталса, сӑрӑскер, ҫунатлӑ, илемлӗ пулӑ пекскер, пирӗн ҫинчен вӗҫет. — Эпӗ-и? Ӗнер, яла аса илтӗм те хӗрхенсе кайрӑм… Ҫак кун эпӗ арӑмпа кунӗпех калаҫмарӑм, калаҫма пултараймарӑм. Манӑн хампа пӗрле тата унти ҫынсене пӗр вунӑ ҫын пит илсе каяс килчӗ, анчах император ҫакӑнпа ниепле те килӗшмерӗ. Вӑл ман кӗсъесене пит тӗплӗ ухтарса пӑхрӗ, ҫийӗнчен тата его величество ун ҫыннисене, вӗсем хӑйсем пыма килӗшсен те, хампа пӗрле никама та илсе каймастӑп, тесе калаттарса мана тупа тутарчӗ. Ха-ха-ха! Вӑл, черкке хыҫҫӑн черкке ӗҫнӗ май, Веткин ҫине тархасласа йӑлӑнакан куҫпа пӑхрӗ, чӗтӗревлӗ сассипе ӗненмелле, ӑшшӑн калаҫрӗ: — Эпир пурте, Павел Павлыч, пурте тепӗр пурнӑҫ пурри ҫинчен маннӑ. Пуринчен малтан тивӗҫне татмалла. Том вара пӗр хӑрамасӑрах ҫапла каларӗ. Вӗсем Монтанеллие святоя хисепленӗ пекех хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Романьйӑра пуп тумтирӗ тӑхӑнакансене пурне те кураймаҫҫӗ. Нимӗн те ҫук санӑн. Граф хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ, ҫапах йӑвашшӑн пуҫ тайса, ҫӗрӗсемпе эрешленӗ шап-шурӑ аллине перо тытрӗ, хут татӑкӗ чӗрсе илчӗ те ун ҫине ҫырма тытӑнчӗ. Залра шавлама тытӑнчӗҫ. Малтан эпӗ утса пытӑм, кимӗ патне ҫитесси пӗр ҫӗр ярд юлсан, манӑн ишсе каймалла пулчӗ. Вӑл Иисус ҫуралнине ӳкерме пуҫланӑ. — Акӑ, — терӗ вӑл. Енчен эп тӗрӗксен влаҫне паянах парӑнмасан, «Соколов айӑплӑ мар; эп ӑна палламастӑп; курткӑна манран сӳсе илчӗҫ; листовкӑсем те манӑн; эпӗ хӑрушӑ ҫын, пӗтӗмпех хам айӑплӑ — тепӗр тесен, жандармне те эпӗ хамах петӗм — мана кирек те мӗн тӑвӑр» темесен, Соколов тухтӑра пӗтерсе хума пултараҫҫӗ: тӳрре тухма пултарайман пуль вӑл, тен, тӳрре тухасшӑн тӑрӑшса та пӑхман пуль… кала-ха эппин, тата мӗнле тума пулать? — Ара сана унӑн шӑлӗсем мӗн тума кирлӗ? Таня унпа хӑйне хӑй тӳртен тытни темле пире пурне те ҫӗклетчӗ; эпир хамӑр та вара, вӑл тунӑ пек тӑвас тесе, салтак ҫине тӳртентерех пӑха пуҫларӑмӑр. Час-часах эпӗ ҫав юмахсене денщиксене ярса кӑтартаттӑм; вӗсем итленӗ чух ахӑлтатса кулаҫҫӗ, кӑмӑллӑн ятлаҫса илеҫҫӗ, Сидоров мана пуҫран шӑлса хуллен калать: — Вӑт пит аван, э? — Райкомра пӗлтӗм. — «Ара мӗн пулнӑ-ха унта?» — тесе ыйта-ыйта аптӑраҫҫӗ. — Вӑт ҫулӑхрӗ ӗнтӗ! — терӗ Дубков. Пурте вӗсем лайӑх пулчӗҫ, анчах вӗсем мана малтанхи кӗвӗ панӑ туйӑмсен 0,01 пайне те параймарӗҫ. — Пӗр вунна яхӑн. Ӑнланатӑн-и? Гленарванпа Джон Мангльса майор тӗрӗсех чарать. Вӑл унран вӗсен чӗлхипе ландыш, вӗрене, юман, ҫӑка мӗнле пулнине ыйта-ыйта пӗлчӗ… Ҫав самантра эсир, пӗлӗт ҫинчи пирӗшти пек, ман умран иртрӗр те, чӗрем манӑн ҫураҫрӗ — эсир пурӑнакан ҫурт таса иккенне, сирӗнпе пӗр юнлӑ чунсенчен нихӑшне те манӑн ылханмалла маррине, тивмелле маррине ӑнланса илтӗм. Нивушлӗ вӑл кунта ытла савӑнмалли нимех те ҫуккине, телей ҫынна вӗлернинче мар, хӑвна ху ыттисемшӗн парнене кӳнинче иккенне сисмест?» — Инкек, Женя, инкек! — каялла ҫаврӑнса пӑхса кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эпӗ пӗртте ҫилленместӗп, — унашкал чухне ялан калакан сӑмахсемпе ответлерӗм эпӗ, — анчах эсӗ ман умра, Безобедов умӗнче тата хӑвӑн умӑнта ытлашширех курнӑҫланни тарӑхтарать. — Мӗнле тупрӗ-ха вӑл сана? Эпӗ билет ҫине пӑхса илтӗм. Чим-ха! Мӑрьесенчен, пӗр чарӑнмасӑр, тӗтӗм мӑкӑрланать. Пурне те майласа хумалла. Терекре шыв тахҫанах чакса ларнӑ ӗнтӗ, канавсем тӑрӑх хӑвӑрт юхса та типсех пырать. Жегули тӑвӗсем, ҫуркунне майӗпе сип-симӗсскерсем пӗлӗтелле карӑнса лараҫҫӗ, ҫӳлте шур пӗлӗтсем ҫӳреҫҫӗ, хӗвелӗ ҫӗр ҫинелле пӑхса ылттӑн пек ирӗлсе тӑрать. Эсир чӗрӗ хронометр, Мартини. Ҫӗрлехи шӑплӑхра, пур чӗрчунсем те шӑппӑн ҫывӑрнӑ чухне, тутарсем тыткӑна илсе кайнӑ хӗрарӑмсем ҫинчен, светтуй отшельницӑсемпе хӑрушӑ асап тӳссе сӑваплӑ пулнӑ хӗрарӑмсен пурнӑҫӗ ҫинчен Никита хӑрамалла каласа панисем аса килнӗ, анчах пуринчен ытларах кӳренмеллисем асран тухман. Тетӗр хут калатӑп, ҫак усал ӗҫӗн вакӗ-тӗвекӗсене эпӗ тӗпӗ-йӗрӗпе чылай каярах кӑна пӗлтӗм. — Авӑ мӗн каларӗ вӑл! Пӑлхав хучӗсене салатса ҫӳрекен башкиреца тытнӑ. Ҫакна пула, комендант, каллех хӑйӗн офицерӗсене пухма тӑрӑшса, Василиса Егоровнӑна татах килтен ӑсатас-шӑн пулнӑ. Ватӑ Хэнк Банкер пӗрре ҫапла пӑхнӑ та, ҫийӗнчен тата мухтанса илнӗ. Мӗн тетӗр? Унтанпа икӗ ҫул та иртмен, вӑл ӗҫсе ӳсӗрӗлнипе ҫӳллӗ башня ҫинчен персе аннӑ та шӑмми-шаккине салатсах пӑрахнӑ. Марья Николаевна кӗтмен ҫӗртен ун еннелле ҫаврӑнчӗ. Эпӗ хамӑр ҫул ҫинче пынине тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырса кӑтартмастӑп. — Ыран ҫуррине тӳлӗпӗр… — Апла пулсан, ӑҫтан килет ку сасӑ? — тесе ыйтрӗ Том Аустин. Унта-и? Ҫынсем вӗсем ҫинчен хӑйсене-хӑйсем суйлама хатӗр теҫҫӗ тесе ан шутлаччӑр тесе, ятран асӑннӑ кандидатсем ҫавӑнтах халӑх хушшинчен тухнӑ. — Нагульнов аллине сулчӗ. — Чи кирлине пӗлтерме эсӗ пурне те каласа кӑтарт. Володя хӑйне хӑй именерех, йӑваш та ӑшӑ кӑмӑллӑ ҫын пек тыткаланӑран-и тен, Влангпа вӑл ялан офицерпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, ӑна вӑл, пӗчӗк ачана хӑваланӑ пек, унта-кунта чуптарса хӑшкӑлтарман, е вӑл чипер сӑн-сӑпатлӑ пулнӑран ытарайманни ӑна Вланга, ҫапла чӗннӗ ӑна салтаксем, Вланга тенӗ, темшӗн-ҫке-ха вӗсем ун хушаматне хӗрарӑм хушамачӗ пек вӗҫлесе каланӑ, анчах та вӑл хӑйӗн кӑмӑллӑ та пысӑк, ухмахла пӑхакан куҫӗсене ҫӗнӗ офицер ҫинчен илмен, унӑн мӗн-мӗн тӑвас кӑмӑлӗ пуррине малтанах сиссе пӗлсе тӑнӑ, пӗрмаях темӗнле юратупа хавхаланса ҫӳренӗ вӑл, паллах ӗнтӗ, офицерсем ҫакна сиснӗ те унтан кулма тытӑннӑ. Хамӑр тӑракан ҫӗр йӑтӑнса ансан та эпир вӗсене кӳрентерме памастпӑр! Вӗсене инкеке кӗртсе ӳкересшӗн мар эпир. Робертпа Мэри куҫӗсенчен туллиех куҫҫуль юхать. — Эпӗ нихҫан та укҫалла вӑйӑсене вылямастӑп, — терӗ Санин. Сирӗнпе эп тӗнче хӗррине ҫитме те хатӗр… — Апла пулсан, — терӗ Иманус, — тӑшман кунта чӗрӗк сехетрен ҫитсе кӗрсен… Зиночка пурнӑҫӗнче ташӑ самаях пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ. Ман вырӑнта пулсан тепри ятлӑ ҫынсем хушшинче хӑйне тытма пултарнипе мухтанӗччӗ, анчах унашкал пултарулӑх Володьӑн пур, манӑн ҫук. Выҫӑ ларас мар тесе эпӗ Атӑл хӗррине, пристаньсем патне каяттӑм, унта вунпиллӗк е ҫирӗм пус ҫӑмӑллӑнах ӗҫлесе илме пулатчӗ. Ирхине ӑна кӑларса янӑччӗ, анчах ҫавӑнтан вара, ӗнтӗ нумай-нумай кун тӑтӑш, юратса пӑрахнӑ ик куҫа курнӑ вӑл пур ҫӗрте те — керменре, храмра, урамра; парӑнуллӑн та тунсӑхлӑн пӑха-пӑха ӑсатнӑ вӗсем ӑна пур ҫӗрте те. Ҫанталӑк ҫапла япӑх пулни ӑна кулянтармасть кӑна мар, савӑнтарать те тесе шутлама май пулчӗ. «Ку тӗкӗнми хӗр чӑнах Корчагина каласа кӑтартма пултарать вӗт. Манран кулма шут тытман-и вӑл, явӑл пуҫӗ?» — Паллах. — Эсир ӑҫталла? — вӑраххӑн ыйтрӗ Анна Сергеевна. Тепри тата сасартӑк ҫӗнӗ ҫул каҫхине юрлакан юрра шӑрантарма тытӑнать: Шедрик, ведрик! — Пуш-пушах, кӑмакине хутман, пӗтӗмпех шӑнса ларнӑ… Ашшӗ вилсен, вӗсем кайнӑ та пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тунӑ, вара унта акӑ мӗн тупнӑ: ҫӳлти уйрӑм туп-туллиех ылтӑн укҫасемпе тулса тӑрать, ҫав вӑхӑтрах вӑталӑххинче ахаль шӑмӑсем те аялтинче йывӑҫ татӑкӗсем ҫеҫ выртаҫҫӗ. Юлташӗн пурнӑҫӗ ҫав тери пысӑк хӑрушлӑхра пулнипе, Мересьев вара «на риск» кайрӗ. Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та судьяна ответ патӑм. Ухмах! — терӗ Ерошка мучи, ӳпкелешсе пуҫне сулкаласа. Вӑл та темле ҫӳхе япаласене суйлакаласа вырнаҫтарать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, сасартӑк, баспа кӑшкӑрса ярать. Ермолай ман хыҫра ларать, вӑл кӑвайт ҫине турпассем хуркалать. Ме, тыт-ха, пирӗн хаклӑ юлташ,эпир сана тӑванла хисеплесе паракан ҫак парнене, тата малашне те эсӗ, мур илесшӗ, ҫавӑн пекех ударлӑ ӗҫленӗ пултӑр: хамӑрӑн колхозри мӗнпур пек инвентарьсем яланах тата пурте юсавлӑ тӑнӑ пулччӑр, факт! Зинаида ӑна нимӗн чӗнмесӗр итлет, тутине чӑмӑртанӑ та кулмасӑр ҫӗрелле пӑхать. Сасси ун ҫирӗппӗн, ӗненӳллӗн янӑранӑ, пичӗ ҫине хастарлӑх, хисеплӗх килнӗ. Пӑшал кӗпҫинчен тӗтӗм капланса тухнӑ. Ҫак минутра фургон чугун ҫул урлӑ каҫса каймалли ҫӗре ҫитрӗ. Тепӗр кунне, арҫынсем ҫапӑҫӑва кӗме хатӗр тӑнӑ вӑхӑтра, пупсемпе хӗрарӑмсем Болгари чуралӑхӗнчен хӑтӑлас ӗмӗтпе чиркӳре чӗркуҫленсе кӗл тунӑ хыҫҫӑн, Клисурӑ хулинчи паллӑ ҫынсем пӑлхав хускатнӑ ятпа халӑха хаваслӑн саламларӗҫ, ҫар ӗҫ канашне суйларӗҫ, пӑлхава ертсе пыма аслӑ ҫар пуҫӗ уйӑрса хучӗҫ. — Ҫук, вӑл мана кӳрентересшӗн пулчӗ. Ҫапла, Геркулес чӑнах та, хӑй пӗтесси ҫинчен шутламасӑрах, Дик Сэнда ҫӑлнӑ. Анчах хӑшпӗр ытла та пысӑк чулсем Ҫӗр ҫине е пӗтӗмӗшпех, е нумай татӑксем ҫине пайланса ӳкеҫҫӗ. Вӑл ытла та тӗленмелле, тӑнран яракан хыпар пулчӗ. Ҫак иртнӗ вунӑ ҫул хушшинче те шкул ун пек сюрприз курманччӗ: пурте тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ. Ҫӗнӗ герой тӑруках чаплӑ судьяпа пӗр тан танлашса ҫитне пек туйӑна пуҫларӗ, шкул ачисем халӗ пӗрре вырӑнне икӗ тӗлӗнмелле япалана курса тӑчӗҫ. Арӑм ҫинчен шухӑшлатӑп, хӑрушӑ минут пулчӗ вӑл! Мана — кирлӗ мар… — терӗ. — Ҫапах та хӑй пирӗн умра айӑпа кӗнине манса кайман вӑл! — терӗ Наталья тулли кӑмӑлпа, пӗртен-пӗр куҫҫуль тумламне хӗрлӗ питҫӑмарти ҫинчен пӳрнипе шӑлса илсе. — Ҫитӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ ирландец, хытах тарӑхса кайнине тин ҫеҫ палӑртса. Мӗншӗн эсир Ярски колхозне тырӑ парса ямарӑр? Вӗсем нумайччен пӗр-пӗрне чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Атте хӑй кайнӑ чух мана… Эп кӗтӗм те кайрӑм. Пӑван йӑл кулчӗ те, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Атту эсӗ сухаҫ та, тимӗрҫ те, ваттисем пек каласан: «Туман ӗҫӳ сук, килентернӗ ҫӗрӳ ҫук», пӗтӗм хуҫалӑха вара сан вырӑнна Островнов ертсе пырать. — Мӗн вара, пӑлхав чӑннипех пур ҫӗрте те пӗр харӑс хускалсан, манӑн та пӑшала хул пуҫҫине ҫакса тухасси кӑна юлать! Пӗр чуллӑ сӑрт хӗррипе пӑрӑнса кӗнӗ чух Огнянов ҫырмана ӳкнӗ ачана асӑрхарӗ, юнланса пӗтнӗ ача, чупа-чупа халран кайнӑскер, хӑраса ӑсран каясса ҫитнӗ май, вӑл чӗрене хайӑрса кӑларас пек кӑшкӑрать. Акӑ мӗн ҫырнӑ унӑн тетрадӗнче. Монтанелли тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те магноли ҫулҫисене хупӑрласа илнӗ каҫхи тӗттӗмелле тинкерсе пӑхрӗ. Мӗнле эс паян, чирлӗ мар пулӗ-ҫке? Вӑл лӑпкӑ пулни, уҫҫӑн те ирӗклӗн калаҫни Оленина тӗлӗнтерчӗ тата пӑртак килӗшсех те каймарӗ. Сасартӑк унӑн тӗсӗ улшӑна пуҫларӗ… Ҫук, тӑванӑм, ҫитменнине тата сӑмсуна каллех кирлӗ мар ҫӗре чикетӗн». Манӑн пурӑнӑҫ ырлӑхра иртмест-и вара? — Сирӗн кӑмӑлӑра мӗн те пулин пӑснӑ, ахӑр: мӗншӗн калас мар сирӗн мана? — ыйтрӑм эпӗ унран. Анчах эп ӑна ҫӗмӗртӗм. — Ия, ия, ҫавӑн пек калаҫҫӗ. Колхозниксем каллех хӑйсен вырӑнне ларма пуҫларӗҫ. Акӑ халӗ эсӗ ювелир пулнӑ тейӗпӗр, ылтӑнпа тата брильянтсемпе сутӑ тӑватӑн. «Дункан» мӗншӗн Ҫӗнӗ Зеландин хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсем тӑрӑхӗпе ҫӳренӗ Шотландин авалхи юрри янтӑраса кайсан, Гленарванпа унӑн юлташӗсен чун-чӗринче мӗскер ҫӗкленнине сӑмахпа каласа пама та йывӑр. — Мӗнле савӑнӑҫ пӗлнӗ эсӗ? — ыйтрӗ вӑл. Ҫапах та, пурне те шута илсен, ҫурт шӑпипе хуҫин шӑпи тахҫанах пӗр пек пулнӑ ӗнтӗ. — Ӑна тивӗҫлипе айӑпламалла! — тесе кӑшкӑрчӗҫ халӑх хушшинчен. — Усал вилӗмпе вилчӗ Макҫӑм, — тенӗ пансем хӑйсен ӑшӗнче; ҫакна вӗсем светуй Петӗр хӑйсен наместникӗн хутне кӗни вырӑнне шутланӑ. Кӗреҫине курӑкпа шӑлса тасатсан, Юргин Андрей патнелле уттарчӗ. — Ҫук… Эп мӗнле каламаллине те пӗлместӗп… Наталья ним хирӗҫмесӗр, иккӗленерех ответленӗ ӑна: — Манӑн ҫиес те килмест пек ӗнтӗ. Юн кайиччен ватса пӑрахнӑ питпе Прохошка урайӗнче выртса юлчӗ. Тата кӑштах вӑхӑт иртрӗ. Вӗсем — салфеткӑсем. Катя ҫав салфеткӑсем ҫине пӑхса тӑнипе амӑшӗ тарнине те сисмесӗрех юлнӑ, ун вырӑнӗнче халӗ кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен ахлатса, «тур ҫырлах» тесе мӑкӑртатса ларнӑ. — Пӗр икӗ сехетсем ҫитнӗ пуль ӗнтӗ халь, — терӗ вӑл. Халь ӗнтӗ вӑл пӗлсе тӑрать: кирек мӗнле инкек пулас пулсан та, ялта ӑна яланах пулӑшма пултаракан ҫын пур. Алӑкран чӳрече патне ҫити ултӑ утӑм туса, вӑл пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, ывӑлӗ тата мӗн те пулин ыйтасран хӑраса, ҫак калаҫӑва вӗҫлеме васкарӗ. Вӑл каллех Фома хулӗсенчен ҫакӑннӑ, кӑкӑрӗ ҫине сӗкӗннӗ, хӑйӗн ҫаврашка, хура, тип-тикӗс каснӑ пуҫне вӑл унӑн еннелле ҫӗкленӗ. Кунашкал калушсене полкри кашни офицерах тӑхӑнать. — Ман ирӗклӗхӗмӗн вӑхӑчӗ ку, Ромашов, чун-чӗре, кӑмӑл, ӑс-тӑн ирӗклӗхӗ! Ҫавӑн пек шухӑшласан, Кольхаун пурӑллӑ прерирен пӑрахса кайнӑ. «Хӗрарӑм килӗшет пулсан, — тенӗ вӑл, — йӗркине тупма тӑрӑш; май килмесен — кирлӗ мар, ҫавӑрӑн та вӗҫтер, ҫӗр савӑл пек хӗсӗнсе ларман». — Эпӗ сире ӑнланаймастӑп, — терӗ те Монтанелли салхуллӑн, сӗтел ҫинчи кӑранташа илсе, ӑна алӑра ҫавӑркалама пуҫларӗ. Эпӗ яланах хӑҫан та пулсан ирӗке тухатӑпах тесе ӗмӗтленеттӗм. Анчах ҫакӑ мӗнле майпа пуласса малтанах пӗлме ҫукчӗ; тата хӑтӑлмалли мӗнле те пулин тӗплӗрех план тума пултараймарӑм. Яшкана лекнӗ чӑх пек лекрӗн! Виҫҫӗмӗш тата, шӑллӑм, манӑн вӗсемпе ним ӗҫ те ҫук, — ҫуран ҫын утлӑ ҫынна юлташ мар. — Нумайранпа-и? — Иван Павлыч чиперех, — терӗ Валя. Иккӗмӗш хут татӑкӗ малтанхинчен те ытларах пӑсӑлса пӗтнӗ. Анчах вӑл пӑшӑлтатса калани хытах илтӗнчӗ, унӑн вӑрттӑн хыпарне пурте пӗлчӗҫ. Вара тухтӑр мана тӑрӑнчӗ:— Эсӗ те акӑлчан ҫынни-и? — тет. — Пӗтӗмпех каскаласа пӗтертӗн! Хам та пӗлместӗп, пурте ыррӑнах пынӑ пулсан, тем тунӑ пулӑттӑм. Ӳсӗр москаль те хӑйӗн ирсӗр чӗлхипе ун пек сӑмах калама хӑяс ҫук. — Пире. Каҫхине вӑл таҫта тухса кайрӗ, анчах пӗр вунпӗр сехетре эпӗ урамра пӑшал сасси илтрӗм, — вӑл таҫта ҫывӑхрах шалтлатрӗ. Хыҫалти пӗчӗк пӳлӗмре, пысӑк арча ҫинче, кӑвак тӗслӗ ӑшӑ кофта тӑхӑннӑ, тӗксӗм ҫӳҫӗсем ҫине шурӑ тутӑр витсе янӑ ҫамрӑк хӗрарӑм — Феничка ларать. Утатпӑр. Елена чаршав патне пычӗ, тутӑрӗпе ҫӑварне хупларӗ, вара чылайччен чирлӗ ҫын ҫине пӑхса тӑчӗ. Эпӗ влаҫа хирӗҫ тапранса тухмастӑп, ыттисене те сӗнместӗп. Паллах ӗнтӗ, эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа параймарӑм. Пирӗн майор, полк командирӗ, пӗтӗм взвода тав тӑвать! Унта пирӗн пур ҫӗрте те хамӑр ҫынсем, — тенӗ вӑл. Тупса пачӗ пире темле шуйттан ӗҫ, — халь ак ҫӗмӗр ӗнтӗ пуҫа. Пугачев ҫине хӑюллӑн пӑхса, аслӑ чунхаваллӗ юлташӑмсен сӑмаххисенех калас тенӗччӗ. — Эхе! — савӑнса кайрӗ Халл капитан. Давыдов ура ҫине тӑчӗ, пуҫӗнчи суранне ҫыхнӑ тутӑра тӳрлетрӗ. Ырӑ ҫынсем яланах ҫапла тӑваҫҫӗ, анчах ҫук, эсир ку миххе ӑҫтан та пулин ҫаклатса килмен-и. Вӑл ҫурт ҫинчен сӑмах-юмах канӑҫсӑр ҫунат пек вӗҫсе ҫӳрерӗ, — ҫынсем ҫав ҫырма хӗрринчи ҫуртра пытаннӑ темскере хӑратса тартма тӑрӑшрӗҫ. Пӗр кунхине — майӑн 9-мӗшӗ хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен — чӳрече хупписем уҫӑлчӗҫ те, хӗрарӑм сӑнӗсем курӑнчӗҫ, — флигельте темле ҫемье вырнаҫрӗ. Вӑл поселокпа ферма вырнаҫнӑ сӑрт тӑррине хӑпарчӗ. Хапхаран палланӑ картишне курах кайрӑм, картишӗ таса, чултан тунӑ сарай пур, тахҫан эпӗ унта вутӑ вакланӑ — карчӑка пулӑшнӑ май. Ӑҫта каймалла, мӗншӗн каймалла? Илтетӗр-и? Эпир сире питӗ хӑнӑхнӑ та, сирӗнсӗр, чӑн, тунсӑхласах ҫитнӗ ӗнтӗ. Юлашкинчен май та тупӑнчӗ. Пӗрремӗш етре хыҫҫӑн, иккӗмӗш етре, унтан икӗ утӑмри стенана шӑтарса кӗчӗ. Виҫҫӗмӗшӗ Говэн шлепкине пуҫӗнчен хывса пӑрахрӗ. Чӗрӳ мӗнле калать, ҫавӑн пек ту. — Ҫук, ҫук, сирӗн планӑр аван. Анчах ҫакна ҫеҫ лайӑх астӑвӑр: сухалпа парик чӑн-чӑн пекех курӑнтӑр. — Мӗншӗн? Давыдова курсан, Разметнов кулкалама пуҫларӗ: — Килсе ҫитрӗн-им, салтак? Воропаев хӑй те — хыпӑнтарчех вӗт карчӑк! — ҫуртӑн шурӑ стенисем тӑрӑх хӑпаракан винограда курма тата пыл хурчӗсем чӳречесем патӗнче сӗрленине илтме тытӑнчӗ. Вӗсем хӑйсен хушшинче: кам хурана шурӑ, шурра хура тесе хӗрӗх хутчен ӗнентерме пултарать, ҫавна чи лайӑх спец тесе шутланӑ. Тарас урӑх ун пекки тӗнчипе те ҫук текен Соломон ҫине пӑхса илчӗ те, ун шанчӑкӗ ӳснӗ пек пулчӗ. Воропаев хӑйне ҫак ҫуртра пурӑннӑн туйма тӑрӑшрӗ. — Нимех те мар, атте, пурте чиперех пулӗ… Анчах, вӑл питӗрӗнсе тӑрсан, ҫӳлелле хӑпарса улӑхакан шыв юппи хӗснипе сывлӑш ерипен ҫӑралса хӗсӗнсе пырать пулсан, вӑл пире пусарса лапчӑтса пӑрахсан? — тетӗп эпӗ. Ҫапах та, рота умне тӑрса, Праскухинпа пӗрле ложементран тухнӑ чух ӑна хӑйӗн чупма пикеннӗ урисене вӑраххӑнрах уттарма ҫав тери йывӑр пулчӗ. Мӗншӗн ҫапла? — Пӑрах кӗнекӳсене! — терӗ Ерофей Кузьмич. Бекки ҫӗр ҫине ларнӑ та ҫав тери хытӑ йӗрсе-макӑрса янӑ, Том нимӗн тума аптраса тӑнӑ: вӑл халех вилсе каять е ухмаха ерет пулӗ, тенӗ. — Ну, мӗн эсир, чӑнах… — калама пуҫларӗ ҫамрӑк йӗкӗт, ун ҫине кулнӑ пекрех пӑхса. Ҫав вӑхӑтрах лешӗ курӑк ҫине выртса хаяррӑн кӑшкӑрчӗ: — Вырт! Хӗвел тӗттӗмленнӗ чухнехи пекех тӗттӗм те хӑрушӑ. — Асту, апла мар-и! — терӗ Алексей сасӑпах, хӑйне такам сӗннине тарӑхупах сирсе янӑ пек. Вӑл пуҫне силлесе илсе, тутӑрне хулпуҫҫи ҫинелле антарчӗ. Алексей вӑйлатса пыракан ӗҫ шыв хӗрринчи хӑйӑрлӑ сӑртсем тӑрӑх анлӑрах та анлӑрах сарӑлнӑ; халӗ ӗнтӗ ҫав сӑртсем хӑйсен ылтӑн тӗсне ҫухатнӑ, унта слюда кӗмӗл евӗрлӗ йӑлтӑртатни те пӗтсех пынӑ, кварцӑн куҫа йӑмӑхтарса йӑлтӑртатакан хӗлхемӗсем сӳннӗ, хӑйӑр ытларах та ытларах таптаннӑ, ҫуркунне ун ҫинче ҫулсеренех тӗрлӗ ҫумкурӑксем ем-ешӗл сарӑлса ӳснӗ, сукмаксем ҫинче шӑнӑр курӑкӗ хӑйӗн ҫулҫине ҫӗр ҫумнелле уснӑ; хупах мӑн хӑлхисене сарса янӑ; садри йывӑҫсем фабрика тавра чечек сапаланӑ; кӗрхи ҫулҫӑсем, ҫӗрсе, самӑрланакан хӑйӑра ҫемҫетнӗ, фабрика хытӑрах та хытӑрах шавланӑ, ытларах пӑшӑрхантарнӑ, чӑрмав кӳнӗ; унта ҫӗршер йӗке сӗрленӗ, станоксем пӑшӑлтатнӑ; яра кунӗпе машинӑсем антӑхса каяс пек хашканӑ, фабрика ҫинче татти-сыпписӗр ӗҫ шавӗ кӗрлесе тӑнӑ, — ҫак пӗтӗм пурлӑхӑн хуҫи ху пулнине туйса тӑма тӗлӗнсе каймаллах, мӑнкӑмӑлланмаллах аван пулнӑ. Сывлӑх сунатӑп! Сасартӑк Лось тӑпах чарӑнчӗ. Ҫӗр ҫав тери хытӑ кисренсе илчӗ те вӑрманта ҫулҫӑсем кӑштӑр! туса ҫӗрелле тӑкӑнчӗҫ. Тӗрмере каштасем патне ҫитиччен ҫул урлӑ ик айккипе жандармсем тӑсса тухнӑ, коридор пек. Анчах мӗн пуласси малта-ха. Юрать-ха эпӗ бурка тӑхӑннӑччӗ, ҫапах та кунчисене чӗркуҫҫирен те ҫӳлерех ҫӗклетмелле пулчӗ. — Ачам, кашкӑрсенчен хӑратӑн-и-мӗн эсӗ, — тесе ыйтрӗ Гленарван. Тӳрем вырӑнсенче бизонпа антилоп кӗтӗвӗсем ҫӳренӗ; сӑртсемпе вӑрмансенче пӑшисем, пӑлансем, ту такисем, юшкӑрсем, хура тата шурӑ упасем, урӑхла каласан, «гризлисем» ҫӳренӗ. Ху ҫинчен шухӑшласа тӑма унта вӑхӑт ҫук, ҫын яланах пушӑ мар. Каҫхи концерт ҫинчен каласа парам тесе Паганель ҫӑварне кӑна уҫнӑччӗ, ҫав вӑхӑтрах сасартӑк лашасем ҫине утланса икӗ ҫамрӑк ҫын вӑрмантан сирпӗнтерсе тухрӗҫ. Вӗсем тӗлӗнмелле илемлӗ лашасем ҫине утланнӑ, ун пек лашасене Англин таса юнлӑ гунтерӗсем теҫҫӗ. — Ӑҫта вӑл халь, Иван Павлыч? Ох, пытарсамччӗ мана ӑҫта та пулин». — Чӑнах, аслати пулмалла, — терӗ Санин. — Ку калама ҫук тӗлӗнмелле. Урӑх тум тӑхӑнса «турӑ юнне» сыпма кайнӑ чух ман пуҫра шухӑшсем пӗрин хыҫҫӑн тепри васкавлӑн тӗвӗленчӗҫ, эпӗ хамӑн кӑмӑлӑн туртӑмӗсем лайӑх пулни тӗлӗшпе хытӑ иккӗлене пуҫларӑм. Ну, кайӑпӑр, Никита Ильич, ырӑ ҫыннӑм! Вӑл хӑй пурнӑҫӗпе пурӑннӑ, ҫав тери ӗмӗтленсе, тулли пурнӑҫпа пурӑннӑ, хӑй асапланнине ним чухлӗ те палӑртман. Сержант пӑшал кӳпчекне ҫӗре тӑрӑнтарчӗ: — Ылханлӑ вӑрҫӑ! Сире ман тумтир кӑмӑла каять пулсан, хӑвӑр тумтирпе улӑштарма пултаратӑр. Хамӑн мӗн пурринчен ытла пама пултараймастӑп эпӗ сире. — Ҫапӑр вӗсене! Ҫапӑр вӗсене! — ахӑрать вӑл аслати пек сассипе. Каҫ пуличчен вӗсем Тарамакау юханшывӑн варри патӗнче тинӗс хӗррине аннӑ. Эпӗ ҫепӗҫлӗхсенчен Володя пекех хӑрамастӑп, хӗрачасенчен те унашкалах вӑйлӑ йӗрӗнместӗп, апла пулин те, хӗрачасем ҫине пичче пекрех пӑхма тӑрӑшрӑм. — Питӗ аван!.. Мӗншӗн пытанатӑр эсир, кунта мӗн кирлӗ сире? — Ан манӑр, Халл капитан, — татрӗ ун сӑмахне Бенедикт пичче, — эпӗ хурт-кӑпшанка ҫеҫ тӗпчетӗп. Вӑл, шуранкаскер, хитрескер, ҫав тери илемлӗ куҫлӑскер, пӗр вӗҫӗмрен табак туртса ларчӗ. Унӑн ҫӑра та вӑрӑм, хӑмӑр мӑйӑхӗ кушак аҫинни пек яланах сиккелесе тӑнӑ; ҫурӑмӗ хыҫнелле янӑ аллисем вӑрӑм та кукӑр, вӗсем, качамаклӑ пӳрнисемпе чӗтревлӗн пӗтӗрӗнкелесе, пӗр-пӗринпе сӑтӑрӑнкаланнӑ. — Ҫук, авалхи вӑхӑта манӑн ытлашши мухтама сӑлтавӗ те ҫукрах. — Ухмаха ермерӗр пулӗ те эсир? Анчах ман сана калас пулать: эсӗ шӳт тунисем ман кӑмӑла каймаҫҫӗ. Ку сӑмахсене Артамонов ҫирӗп астуса юлчӗ, вӗсенче вӑл темле хӑйне лӑплантаракан шухӑш пуррине сисрӗ: пӗчӗк тунӑ вӑл — Павел, пур киревсӗр шухӑшсем те, ун патне пырса пухӑнатчӗҫ вӗт-ха, вӑл вӗсене пурне те хай патне туртса илетчӗ. Анчах килне Аня Ступина пуҫне айӑплӑн усса таврӑннӑ. Тӑванне курас килекен пулнӑ ӗнтӗ… Малалла мӗн пулса иртнине Макариха кураймарӗ, ӑнланса та илеймерӗ. — Эпӗ сире кансӗрлетӗп-и? — терӗ вӑл. Амӑшӗ, питне саппунпа шӑлса, ассӑн сывласа илчӗ те:— Пӗлместӗп, ахалех ӗнтӗ… — терӗ. Паҫӑр, тӗлпулу вӑхӑтӗнче пулнӑ пекех, ӳт-пӗвӗ тӑрӑх унӑн чӗтӗрекен пылак сивӗ чупать, тире хытарса, пирчетсе ярать, ҫӳҫе пуҫ тӑрринче ҫӗклентере-ҫӗклентере хускатать. — Халӗ ӗнтӗ мухтав турра, — хушса хурать вӑл: — кунтан тухас тетӗп ӗнтӗ. Хӗр хӑй валли чей ячӗ, пӗр татӑк ыраш ҫӑкри илсе ун ҫине тӑвар сапрӗ те, амӑшӗ ҫине шухӑшлӑн пӑхса ларса, ҫиме тытӑнчӗ. Хӗр тантӑшусем патне кӗрсе ан тӑр, тӳрех вокзала кай. Хӗрӗ шучӗпе пуясшӑн, тыркас… Хӑй тыркас пекех вӑл, чӑн та… — Паян манӑн пурнӑҫ ыйтӑвӗ татӑлать, — терӗ вӑл янравсӑр сасӑпа. Пӗр-икӗ сехет хушши пӗрле ӗҫлерӗҫ. Пурте хуран патнерех сиксе ларчӗҫ те пӑсланса тӑракан паранкӑ ҫиме пуҫларӗҫ. Пӗр Ванюк анчах хускалмарӗ. Анчах, талантлӑ вырӑс ҫыннисенчен нумайӑшӗ пекех — вӑл хӑйне ҫут тӗнче панӑ пуянлӑхсемпе ҫеҫ пурӑннӑ, вӗсене вӑйлатма тата аталантарма тӑрӑшман. Ай-яй! «Ҫылӑх?» — тесе шухӑшласа янӑ вӑл: хӑй эрех ӗҫнине, ӗҫсе янӑ укҫине, арӑмне хур тунине, ятлаҫнине тата чиркӗве ҫӳременнине, типӗ тытманнине, пуп ӑна ҫылӑх ыйтнӑ чух мӗншӗн ятланӑ, ҫавсене пурне те вӑл астуса илнӗ. Ҫамрӑк плантатора хӑйне кӑмӑл тунӑ пек туйӑнса кайнӑ. Анчах Серёжа вӗсен сӑмахӗсене хӑлхана та чикмерӗ. — Пирӗн хамӑрӑн шухӑшсене, сӑмахсене хӑйне евӗрлӗ формӑпа витсе, вӗсене часах ӑнланмалла мар… — Цензоршӑн часах ӑнланмалла мар пултӑр тесе-и? Эсир ан авӑсӑр! Унӑн кашни хусканӑвӗнче вӑл тем ҫинчен ытла та хытӑ шухӑшлани палӑрчӗ, ун ҫине пӑхсассӑн ирӗксӗрех: мӗнле вӑрттӑнлӑха тытса усрать-ши ку ҫын? тесе шутлӑн. — Шыв ӑҫта-ха вара?» — Эпӗ сана япӑх ӑнланатӑп! — терӗ Павел, хулпуҫҫине хутлатса илсе. Ун пек чухне мӗншӗн-ха эпӗ нимӗн те каламарӑм? Вара леш, Оленин хӑй яланлӑхах пӑрахса тухнӑ тесе шутлакан тӗнчери, французла тата вырӑсла сӑмахсем акӑнчӗҫ те акӑнчӗҫ. Ҫак ҫапкаланчӑк умӗнче чи юлашки дворовӑй ҫын та хӑйне мала хунӑ, тен, ҫавӑн пирки пулмалла ӗнтӗ, унпа туслӑн калаҫнӑ; хресченсем малтан хаваслансах ӑна, уйри мулкачӑ пек, хӑваласа тытнӑ, унтан каялла янӑ, анчах каярахпа, вӑл тӑрлавсӑртараххине пӗрре пӗлсе ҫитсен, урӑх тивмен, ҫӑкӑр пама пуҫланӑ, калаҫма тытӑннӑ… Приказ парӑр. Лука Александрычӑн заказ паракансем калама ҫук инҫетре пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗсенчен кашнин патне ҫитиччен столярӑн темиҫе хутчен хупаха кӗрсе сыпмалла пулнӑ. Эпӗ яшӑн ӳтне лаша ҫине хӑпартма пултартӑм, анчах ӑна унта тӗреклӗн хума ниепле те пултараймарӑм. Шӑпах ҫак, ӗҫ пулса иртнӗ вӑхӑтра ыйткалакан типӗ варсемпе васансем урлӑ выртакан тӑвӑр сукмакпа чӑтлӑхалла утрӗ. Ҫапах та, пӑхса тӑракансен куҫӗсем Пойндекстер ҫинче нумай чарӑнса тӑмаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне тутар хӗрарӑмӗ чупса кӗчӗ те савӑнса ним пӗлмен пек кӑшкӑрса ячӗ: «Ҫӑлӑнтӑмӑр, ҫӑлӑнтӑмӑр! Ситановпа Жихарев картишнелле тухрӗҫ, эпӗ вӗсемпе пӗрле карӑм. Унта пӗр пуплев пур. Мӗншӗн сана ирӗклӗх? Пурте ҫаврака ушкӑна тӑрса тухнӑ, унтан, литаврсене виҫҫӗмӗш хутчен ҫапнӑ хыҫҫӑн, старшинасем курӑнса кайнӑ. Вӗсен хушшинче аллине хӑйӗн тивӗҫлӗхне пӗлтерекен палица тытнӑ кошевой, ҫap пичетне тытнӑ судья, чернильница тытнӑ писарь тата хӑйӗн влаҫне пӗлтерекен туйине алла тытнӑ есаул пулнӑ. — Манӑн ачам, манӑн ачам! — терӗ Гленарван, ҫырса памалла мар ачаш сассипе. Хӑйне Шубин нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр пурӑнакан ӗҫке ернӗ имшер ҫын пек туса кӑтартнӑ. Унӑн питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, сайра ҫӳҫӗ сапаланса усӑнса аннӑ, алчӑранӑ куҫӗсем шухӑшсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, сӑмси вилнӗ ҫыннӑнни пек шӗвӗрленсе юлнӑ. Анчах ҫутта юхӑм ун патнелле илсе килет-мӗн. — Пӑх-ха эсӗ ӑна, арӑмӗ кирлӗ пулнӑ… Унӑн пултарулӑхӗ пулнӑ: ӑна Мускавра паллама пуҫланӑ. Пӑван куҫсене хупса выртать, анчах хӑй ҫине Монтанелли пӑхнине туять. — Танлӑх сылтӑмалла! — нумай йышпалан тавӑрчӗ ула-чӑла сасӑсен ахрӑмӗ. — Аслӑ министр пулма тӗрлӗ майсем пур, — тесе малалла тӑсрӑм эпӗ хамӑн сӑмаха. Пӗр уйӑхлӑха-и, икӗ куна-и е ҫур сехетлӗхе-и? — тесе каларӗ те шуралнӑ ҫӳҫлӗ господин кулса ячӗ. Вӑл килне тавӑрӑнать те каҫхи апат ҫиме лариччен Половцев патне кӗрет. Суйласа илнӗ доброволецсене действующи армине ӑсатас умӗнхи каҫ — санаторире вӗсем пӗр икҫӗр ҫын таран пулнӑ — ташӑ ытти чухнехинчен пысӑкрах программӑпа пулчӗ. Маша ӗҫлет, килне паӑксем илсе килет. Ҫурҫӗр ҫитрӗ, унтан — пӗр сехет ҫапрӗ. — Эпир ҫакӑнта, ҫапла-и? — Сывлӑх сунатӑп. Пӗр вӑхӑт хушши вӑл нимӗн чӗнмесӗр табак кавлесе тӑчӗ, унтан сурчӗ те, Тӑсланкӑ Джонран ҫапла ыйтрӗ: — Кала-ха, Окорок, эпир маркитансен кимми пек, чылайччен вылянатпӑр? Паровоз мӗкӗрсе ячӗ. Тата, турӑ каҫартӑр та, мӗнех кирлӗ-ши сире? Ҫакӑн пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн Яков Лукич вӗри шывпа пӗҫертнӗ пекех пӳлӗмрен тухса сирпӗнет те чылайччен лӑпланаймасӑр ҫӳрет. Чӑн-чӑнах курӑнать-ши вара ку? Вӑл тӗлӗнсе кӑшкӑрнисем мар. Ун ҫинелле пӗшкӗнтӗм те лампӑпа ҫутатса пӑхрӑм. — Ҫӗрӗпе кунта, утӑ ҫинче, йӑваланчӗ, чакаларӗ, чӑнтӑхрӗ, шӑлӗсене шӑтӑртаттарчӗ. Ҫирӗм пуса эсир рамкине те туянаймастӑр. Ҫапла ӗнтӗ, хамӑн хуҫам мӗн хушнисене итлесе, эпӗ ӑна принц Оранский пурӑннӑ чухне Англире пулса иртнӗ юлашки революци ҫинчен, ҫав принц пуҫарса янӑ, кайран унӑн вырӑнне ларса халӗ те ҫӗршыва тытса тӑракан королева малалла тӑсса пынӑ май, Франципе Англи хушшинче нумай ҫулсем хушши пыракан вӑрҫӑ ҫинчен; ҫав вӑрҫа христос тӗнне тытакан пур аслӑ ҫӗршывсем те хутшӑнни ҫинчен, юлашкинчен ҫав вӑрҫӑ халӗ те тӑсӑлса пыни ҫинчен каласа патӑм. Юрпа витӗннӗ уйсем тӑрӑх чупаҫҫӗ чикӗ юписем, вӑрман уҫлӑхӗ витӗр тухса, тарӑн ҫырсене анса каяҫҫӗ ҫӳлелле шуса тухаҫҫӗ, тӗмесем ҫинче маяк пек курӑнса лараҫҫӗ, шыв хӗррине ҫитсе, ҫӳллӗ ҫыран ҫинчен ют ҫӗршывӑн юр витсе илнӗ тӳрем хирӗсем ҫине тинкерсе пӑхса лараҫҫӗ. — Урӑх ҫыннӑн кирек камӑн та пилӗк миля каймалла пулатчӗ, анчах эпӗ сана чи кӗске ҫулпа илсе каятӑп, вӑл ҫула мансӑр пуҫне урӑх никам та пӗлмест. Эпӗ тӑватӑ уйӑх вӗренетӗп-ҫке-ха. Эпӗ дачӑра пурӑнса ирттернӗ малтанхи эрнесене нихӑҫан та манмастӑп. Сӑмах мӗн пирки пынине жандарм тӗшмӗртрӗ те, Стефчовпа Смион хаджи патнерех пырса, ҫакӑн пек пӑшӑлтатрӗ. — Илтмен-и? — Сыв пулӑр! Шел пулин те, линь, чӑн та татӑлнӑ. Пичче мана каллех хӑйӗн Сакнуссемӗ ҫинчен астутарнӑ пулӗччӗ, — анчах ку тӗслӗх пӗрре та шанӑҫлӑ та ҫирӗп пулаймасть; мӗншӗн тесен ученӑй исландец ҫӗр айӗнче ҫӳресе курнине факт вырӑнне йышӑнас пулсан та, ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах ҫеҫ каласа хумалла: вунулттӑмӗш ӗмӗрте борометр та, манометр та шутласа кӑларни пулман, ҫавӑнпа Сакнуссем хӑй Ҫӗр варрине ҫитнине мӗнле майпа пӗлме пултарнӑ-ха? — Санӑн хӑш хапхаран? — ыйтрӗ Оленин. Унта вӑл капитан помощникне халех Туфольд бухтине тапранма хушса ҫырчӗ. — Апла тӑватӑ сыпӑк урлӑ пулать, анне, — терӗ аслӑ княжна. Айккине ӑсатса ан ятӑр вӑл… Палӑртса хунӑ кунсенче арҫынсем пурте сунара кайса лагере ашсемпе тирсем илсе тавӑрӑннӑ. Сасартӑк пӗр хӗрарӑм сасси савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ: — Килет! — Мӗншӗн ун пек шутлатӑн? — пӳлчӗ ӑна тенор сасӑ. — «Влаҫсен аллине парӑнасшӑнччӗ те пӗтӗм айӑпне хӑй йышӑнасшӑнччӗ». Шел, чӑнахах та ҫапла пулчӗ! Унӑн вырӑнне шуйттансем пулнӑ пулсан, лайӑхрахчӗ-и, тен? — Малтанах асӑрхаттарса хуратӑп: манӑн пурне те пӗлес килет. Мӗншӗн-ха ман чухӑн пурӑнмалла? Сирӗн сывлӑхшӑн ӗҫетӗп, Eudoxie! Старик питӗ лӑпкӑ сасӑпа калаҫнӑ, анчах вӑл хӑй сӑмахӗсемшӗн ҫирӗп тӑнӑ. Малалла калаҫса-мӗн тӑмасӑр Зеб Стумп йӗрсем тӑрӑх кайрӗ. Службӑра вӑл ҫулталӑк хушши кӑна тӑрать-ха, хӑйне уйрӑм вӗҫкӗнленсе, хулӑн шинельпе ҫӳрет. Вӑл виҫӗ ҫул каярах тусем ҫинчен килнӗ Муратори ушкӑнӗнче пулнӑ. — Эпӗ те! — кӑшкӑрчӗ амӑшӗ. Эпир алӑк патнелле хуллен утрӑмӑр, Том, пире чарса, хушӑкран пӑхрӗ, анчах тӗттӗм пирки нимех те кураймарӗ; итлесе тӑрар-ха терӗ вӑл пӑшӑлтатса, ура сассисем илтӗнми пулсанах, вӑл пире чавсапа тӗртсе систерме пулчӗ: вара малтан Джим тухать, хӑй вӑл — чи кайран. Ыттисенчен лайӑхрах пулмалла, — ҫакна вӑл хӑй валли картса хунӑ. Харпӑр хӑйне ҫеҫ юратса, хӑйшӗн пурӑнасси ҫинчен старик вӗрентсе пыни унӑн чӗрине тарӑн кӗрсе ларнӑ… Чӑнах тӑ, эпӗ пӗрре пӑхсанах ырӑ сунмалла мар ҫынсем пек-ши? Патша хӗрӗ… Ытарма ҫук таса мрамор… — Пурте пухӑнчӗҫ-и? Вилмесӗр юлнӑ маориецсем ӑна пӑрахса хӑварнӑ, вара ҫӗнтерсе килекенсене пушӑ ҫӗршыв ҫакланнӑ. Кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, вӗсен чӗлхинче суйнипе улталанине кӑтартса паракан сӑмахсем ҫуккипе, хуҫа мана: эсӗ е йӑнӑшатӑн, е мӗн пулманнине каласа паратӑн пулӗ, тесе асӑрхаттарчӗ. — Путиш япала ҫав! — терӗ те Христофор атте аллине сулчӗ — Ман пата ҫапла пӗррехинче аслӑ ывӑл Гаврила хӑнана килчӗ. — Пӗлетӗн-и, кам эс? — шӳтпе пуҫларӗ вӑл. Павел пуҫне ҫӗклерӗ те шурса кайса, куҫне чарса пӑрахса ун ҫине пӑхрӗ, амӑшӗ, пӑшӑрханса ӳксе, пукан ҫинчен тӑчӗ. Сарлака ҫамки ҫинелле усӑнса аннӑ хурарах ҫӳҫ пайӑркине силлесе илчӗ те Гобельман, хуллен ҫеҫ, вӑйне пусарса, чышкипе картӑна ҫапса илчӗ. Пурте пӗр ҫӗре кӗпӗрленчӗҫ, кунта пуриншӗн те харпӑр-хӑйне кӑтартма май тупӑнчӗ. Хулӑн стена витӗр аслати кӗмсӗртетни илтӗнет — эппин, ҫумӑр халь те чарӑнман. — Юратать пулсан? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл, пушшех те хумханса… Вӗсенчен пӗрин ячӗ — Робеспьер, иккӗмӗшӗн — Дантон, виҫҫӗмӗшӗн — Марат. Ромашов виле пӳлӗмне пырса кӗнӗ чух краватьсен пуҫелӗкӗсем патӗнче, чӳрече таврашӗнче, икӗ ҫын ларатчӗ. — Мӗн ҫинчен? Санӑн тата… мӗн ятлӑччӗ-ха эсӗ?.. Сан мӗн пур кунта, Фетинья? Чи пирваях вӗренӳ пайӗн заведующийӗ Ружичек килчӗ, ӑна Пархатарлӑ Фаддей тесе мӑшкӑллатчӗҫ. — Кашт сана ӑшӑрах пулӗ, ухмах, — тенӗ вӑл, каллех ҫуна ҫитти ҫинчен лашана кутлӑх тӑхӑнтартнӑ та ӗнерчӗк хунӑ. Ачана ыталаса илен хумсем, янӑраса-кӗрлесе тӑракан таҫти сӗм тӗттӗмлӗхрен килсе ҫапӑнаҫҫӗ те, ҫӗнӗ хумсемпе, ҫӗнӗ сасӑсемпе ылмашӑнса, ҫав сӗм тӗттӗмлӗхех каяҫҫӗ… хӑвӑртрах, ҫӳлерех, асаплӑнрах ҫӳлелле ҫӗклеҫҫӗ ачана вӗсем, чӳхентереҫҫӗ, чӑпӑллаҫҫӗ, лӑпкаҫҫӗ… — Мӗн тӑвас тетӗн, г-н офицер. — Пуҫ урлӑ та ывӑтмалла мар, — тӑшманне айккинелле пӑрма хӑтланнипе машӑлтатма пуҫласа каларӗ Нестеренко. Кашкӑр тытакан ватӑ йытӑ Тулун, хӑйне сӑнчӑрланӑшӑн ҫилленнӗскер, Тихонсӑр пуҫне хӑй патне никама та яман, ҫавӑн пекех Петрӑн аслӑ ывӑлӗ Илья та, хӑйне майлӑ кӑмӑллӑскер, дворнике ашшӗпе амӑшӗнчен те ытларах итленӗ. — Ҫук, ҫук, итлетӗп. Тарӑхнипе хама-хам аран тытса чартӑм, мӗншӗн тесен, вӗсене хирӗҫ тӑни те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ. Сирӗн пур тусӑрсем те чӗрӗ. Фома Медынская ҫине мӗнле пӑхни хреснашшӗнчен пытарӑнма пултарайман, вара пӗррехинче старик, сӑн-питне усал та мӑшкӑллӑн пӗркелентерсе:— Фома! Сӑмахсем ҫинче такӑна-такӑна, вӑл хӑйӗн салтак пурӑнӑҫӗнчи историсене каласа кӑтартатчӗ, — ҫав историсен тӗп шухӑшне эпӗ ӑнланса илейместӗм, вӗсем мана интереслӗ мар туйӑнатчӗҫ, калассине те вӑл пуҫламӗшӗнчен мар, мӗн аса килнине каласа кӑтартатчӗ. Ӑслӑ вӗт эсӗ манӑн. Эсӗ мана ӗненетӗн-и, Павел? Тахҫанах хвершӑл патне каймаллаччӗ. Упӑшки хӑнана кайма чӗнсен — вӑл пынӑ, анчах хӑнара та, килти пекех, хӑйне хӑй лӑпкӑн тытнӑ; хӑйсем патне хӑнасем пырсан, вӑл вӗсене чыслӑн пӑхса ҫитернӗ, ӗҫтернӗ, анчах хӑнасен калаҫӑвӗ пирки хӑйӗн интересне палӑртман; ҫавӑн пекех, хӑнасем ҫине — ку ҫывӑхрах та, ку аяккарах тесе, чыс тӗлӗшпе тӗрлӗрен пӑхман. — Итле-ха, пултарнӑ пулӑттӑн-и эсӗ арӑму е санӑн ачусем вилнӗ вырӑнта ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма? Ун ҫинчен тӗплӗнрех каласа пама та юрать. Нихҫан та! Шыв хӗрринчен чылай инҫене кайиччен вӑл, унта мӗн те пулин курас пек, темиҫе хут каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ… Кӗр тӗлӗнмелле лайӑх тӑрать. Джимпа иксӗмӗр кусем каллех вӑрҫса каяҫҫӗ-ши тесе хӑрасах ӳкрӗмӗр. — Мӗнле калаҫатчӗ апла? — халӗ ӗнтӗ сыхланарах ыйтрӗ Устин. Владимир тӑрӑхӗнчи хуйхӑллӑ юрӑ, смала пекех, вӑраххӑн юхса сарӑлса пырать: — Халь халӑхӗ пит те намӑссӑр ӗнтӗ —Ҫын умӗнчех хӗрӗ каччӑ илӗртнӗ… Эсир — именекен ҫын-и? Пӗрин куҫӗ чар уҫӑ, мачча ҫинелле пӑхнӑ пек. — Унӑн ывӑлӗ? Корвет хӑйӗн сӑмсинчи хунарсене ҫутмарӗ, хытӑ сыхлакан тинӗсре хӑй пуррине палӑртасран хӑрарӗ. Ӑна хытӑрах туртса лартма кирлӗ мар пек туйӑннӑ. Каҫарӑр, мӗн ятлӑччӗ-ха эсир, — терӗ вӑл Козельцова. Ӑна пурте ҫакӑнтан пӗлеҫҫӗ: вӑл чи кирлӗ вӑхӑтра кӑна сӑмах хушать, ытти чухне ялан ним шарламасӑр ӗҫлет, уявсенче тӑкӑрлӑка пухӑнса ларакан казаксемпе пӗрле ним шарламасӑр табак туртать, пухусенче пӗр шарламасӑр ларать, хӑйпеле калаҫакан ҫын мӗн те пулин ыйтсан тин хуравлакаласа ирттерет, айӑплӑн, салхуллӑн йӑл кулса илет. Ватӑ ула курак пӗчӗк хурӑн тӑрринче чӳхенсе ларать, унӑн сӑмси хӗвел ҫуттинче тимӗртен тунӑ пек йӑлтӑртатать. Эп калатӑп: пултараймастӑп… Николай Петрович пӗр утӑм чакрӗ те, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ. Ҫынсем хапха умӗнче тем ҫинчен калаҫса юлчӗҫ. — Кхм! Чӗлхӗре кӑтартӑр-ха! Ун умӗнче ӑнланса илмелле мар темле хӑрушӑ япала. Вӑл сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Каларӑм-ҫке, эпӗ сире вӗлересшӗн, тесе. Хӗвел ӗнтӗ чылай ҫӳле хӑпарнӑ та кӗленче алӑк витӗр ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ. Е эпӗ ватӑлнипе ӑсран тухрӑм, е тата… — хам та ӑнланаймастӑп. — Кам ку? — ыйтрӗҫ пӳлӗмрен алӑка уҫмасӑрах. Чунӗсене темӗнле паллӑ мар хуйхӑ пырса кӗчӗ — вӗсенче кил ҫинчен хуйхӑрасси ҫуралса пычӗ. Ҫак посолӑн хӑйне хушса янӑ тӑрӑх Блефуску монархне мана ҫав тери пысӑк айӑпшӑн император хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗпе пит ҫӑмӑл наказани пани ҫинчен асӑрхаттармалла пулнӑ. Тӳррипех калам сире, кӑмӑллӑ ҫынччӗ вара; анчах кӑшт тӗлӗнмеллерехчӗ. Кӗнекесем, музыка, наука — ӑҫта ҫаксем пӗтӗмпех?» Ывӑлне енчен вӑл Бяла Черквана кайсан, пин те пин инкек пуласси палӑрса пычӗ. Акӑ арҫын ачасенчен пӗри пуҫне майӗпен-майӗпен ҫӗклерӗ те, Давыдов вара хӑй умӗнче тахҫанхи пӗлӗшӗ — хӑй пӗррехинче ҫуркунне уйра тӗл пулнӑ Федотка Ушаков ларнине курчӗ. Кил-ха кунтарах, кала, кам сана кунта ячӗ? Ӑна ӑшӑ куҫпа пӑхса илсе, амӑшӗ унран:— Сире те ҫапрӗҫ-и? — тесе ыйтрӗ. «Дункана» кӗтсе тӑриччен сире, мӗнле те пулин майлашса, Ҫӗнӗ Зеландине урӑх суднопа кайма авантарах пулнӑ пулӗ тесе шутларӑм. Кам ку? Час пуҫланать-и? Воропаевран уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн вӑл хӑйне ҫӑмӑллӑн туять. — Эсир эпӗ каланине лайӑх ӑнланатӑр, Сломан, эпӗ те эсир каланине ӑнланатӑп. Лашана ҫатан ҫумне ҫыхса хӑварса, эпӗ хаттӑна кӗтӗм. Шӑпах ҫак кун Николай Петрович ӗҫсемпе Мускава каякан пиччӗшӗ ячӗпе ӑсату апачӗ пачӗ. Анна Сергеевна та, туй хыҫҫӑн ҫамрӑксене темӗн чухлӗ пурлӑх уйӑрса пачӗ те, унтах тухса кайрӗ. Паллах ӗнтӗ, манӑн хама тепӗр хут та тӗрӗслесе пӑхмаллаччӗ-ха! Алевтина Васильевна хыпӑнса ӳкрӗ: — Ах, туршӑн та, Марийка! Мӗнле-ха капла… сана вӗлермен-и вара? — Никам та вӗлерме шутламан мана, пӗтӗмпех хам хӑтлантӑм. — Калӑп. Авлан та хӑвна канӑҫ кӳр, ҫитӗ ӗнтӗ! Пӑван пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те сиввӗн пӑхса кулса ячӗ. Пӗри ура ярса пуссанах, тепри те пӗр утӑм пусрӗ, — анчах унӑн аяккалла, ункӑ майлӑ ҫаврӑнса пусмалла пулчӗ. Ах, тупата, епле ҫӑвать унӑн чӗлхи! — Мӗнле ҫын вӑл Мельников? — ыйтрӗ Володя. Пире памперопа паллашма тивет. Вӗсем хӑйсен укҫисене пӗтӗмпех каялла илчӗҫ, ҫитменнине тата, пирӗнне те йӑлт сӑптӑрса кайрӗҫ. Горицветов ҫаплах кӑшкӑрнӑ: — Ҫӗре тата ҫынсене тимӗрлесе лартса, ҫынна машина чури туса… Юр хӳсе лартнӑ, чӑрӑш ҫаппипе витнӗ ҫӗр пӳртсене аякран асӑрхама та ҫук. Мӗн пирки? — Ҫук, пурте пӗрле мар… Урӑхла каласан, вӗсем унтан пурте тухнине курманччӗ пулас эпӗ, анчах пӗррехинче ҫеҫ… Вӑл, килте пулас мар тесе, ӗҫе тухма вӑхӑт ҫитичченех электростанцине кайрӗ, унта ҫитсен, хуралҫӑран ҫӑраҫҫи илсе, двигатель ларакан пӳлӗмӗн сарлака алӑкне уҫрӗ. — О, апла тесен, Дик, ман вӑй иксӗлми! — хавасланчӗ Уэлдон миссис, патваррӑн курӑнма тӑрӑшса. Хӑвна ӗненетӗн-и эсӗ? Петр Артамонов, хӑйне хӑй ӗненни-ӗненменни ҫинчен шухӑшласа, ним чӗнмесӗр ларнӑ. Серафимӑн ҫивӗч сасси, сӑмахсене янӑратса, йӑпатуллӑн юрланӑ: — Эсӗ кам мӗнли, кам начарри, кам лайӑххи ҫине ан пӑх, вӑл ҫирӗп тӑмасть, ӗнер лайӑх пулнӑ та, паян — начар пулать. Сире пӗрре ирӗк панӑ, эсир икӗ хут ытла ирӗк илтӗр. — Вилӗм! — кӑшкӑрса ячӗ Лось. Владимир вара хурӑн ращине тата унтан кӑшт сулахаярахри уҫӑ вырӑнта ларакан хӗрлӗ ҫивиттиллӗ, шупкалса кайнӑ ҫурта курчӗ; унӑн чӗри хытӑрах тапма тытӑнчӗ: куҫӗ умне Кистенёвка ялӗ тата ашшӗн чухӑн ҫурчӗ тухса тӑчӗҫ. Алексей пичӗ тӑрӑх савӑнӑҫ куҫҫуле шӑпӑртатса анчӗ. Эсӗ ку тӗлӗшпе мӗн шутлатӑн, Сэм Мэнли? Пӑлханни кӑшт иртсе кайсан, шӑнӑрсем ҫемҫелсен тин Мересьев хӑй калама та ҫук ывӑннине туйрӗ те, тӳрех бензомерӑн циферблачӗ ҫине пӑхрӗ. Ним тума аптранипе Егорушка курӑк ӑшӗнчен пӗр шӑрчӑка тытрӗ те ӑна, чӑмӑркка ӑшне хупнӑскере, хӑлхи патне илсе пычӗ, вӑл хӑйӗн сӗрме купӑсне мӗнле каланине чылайччен итлерӗ. — Ыратать-и? — ыйтрӗ пиччӗшӗ. Вӗсене плащ аркине пухса вӑл Лось патне таврӑнчӗ, кӑвайт купаларӗ, ханкӑртан ҫуткӑҫ илсе тухсан чӗр куҫленчӗ те типӗ курӑка чӗртрӗ. Ку вара Натальйӑна кӳрентерчӗ, пӑяхамӗ унпа малтанхи пек кӑмӑллӑ пулманнине вӑл пӗр хут кӑна мар туйрӗ. Чӑнах ӗнтӗ, унӑн ҫинҫе пӳрнисем вӑр-вар та вичкӗн; вӑл калакан кӗвӗ кӑткӑсрах та пуянрах, хӑй пӑхса ӳстерекен хӗрачана ҫав инструментпа калама вӗрентес тесе, ватӑ хӗр Клапс та сахал мар вӑй хунӑ. Вӗсемпе пӗрле тата тепӗр ҫамрӑк кадет — кӳршӗри ҫӗр улпучӗн ывӑлӗ — килнӗ. — Мана, сэр, суднона ҫак джентльмен ӑҫта хушать, ҫавӑнта илсе кайма чӗнсе килчӗҫ, ӑҫта каяссин тӗллевне каламарӗҫ, — терӗ капитан. — Тӗрӗс мар ҫул ҫинче тӑратӑр эсир, господасем! Уголовнӑй закон умӗнче намӑсланма е унран хӑрама кирлӗ мар. Вавжон чупса пычӗ те, чӗтрекен аллисемпе улма суйлама тытӑнчӗ, вӗсене хӗвне чикрӗ, ҫавӑнтах уҫӑлса кайрӗ. Планне тӗплӗн шутласа тунӑ. Лодки «Аврора» ятлӑ. сарлака хырӑмлӑ катер тӑракан мостки ҫумӗпе иртрӗ те сӑмсипе ҫыранти шултра хӑйар ҫине пырса кӗчӗ. — Вула-ха, мӗн ҫырнӑ кунта! Анна Сергеевна мӑн аппӑшӗ Х… ая княжна, ырхан та пӗчӗк хӗрарӑм, чышкӑ пек пӗрӗннӗ сӑн-питлӗскер, вырӑнта тӑракан хаяр куҫлӑскер, кӗчӗ те, хӑнасене кӑштах пуҫ тайса, хӑйсӗр пуҫне никам та ларма пултарайман бархат кресло ҫине ларчӗ. Вӑл каллех, анчах ку хутӗнче йывӑҫ хыҫне, пытанчӗ. Эпӗ хӑйӗн патне пынине асӑрхарӗ те, пытаннӑ вырӑнтан тухрӗ, ман енелле пӗр утӑм ярса пусрӗ. Африкӑри ҫак улӑп-йывӑҫа курман ҫын вӑл мӗнлерех пысӑккине ӑспа та шухӑшласа илеймест. «Халь лекрӗн ӗнтӗ, тимӗрҫӗ, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Халь ӗнтӗ эп сана шуйттансем пирки темӗн те пӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн, юрӑхсӑр ӳкерчӗксем тунӑшӑн тавӑратӑп. Унӑн ҫав тери аллине ҫӗклесе шӑнана ярса тытас килчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй тытса чарса тӗрӗс турӗ. Урӑх вӑхӑтсенче ҫамрӑк мӗнле те пулин поэт унӑн пӗкӗрӗлчӗк кӳлепипе, шарфне вӗлкӗштерсе юр пӗлӗчӗсен хушшинче пыраканскерпе, хавхаланмаллипех хавхаланатчӗ ахӑр. Ӑҫта курнӑ-ха вӑл ҫак шурӑ ҫӳҫлӗ ӗнсене, хулпуҫҫисем ҫине тӳрех чиксе лартнӑ пек курӑнакан ҫак пуҫа, ҫак ҫемҫе тӗ мӑнтӑр ҫурӑма, ҫак мӑнтӑр та усӑнса тӑракан алӑсене? Кашни тупӑ пӗр хут кӑна пеме пултарать, ҫавӑнпа та ӑна пӗр тӗле тӗллесе пемелле турӗҫ. Савельич манран юлмасть, хӑй ӑссӗн: «Акӑ сана патша кумийӗ! Вутран тухса — ҫулӑм ӑшне — тенӗ пек пулчӗ ку… — Шуйттан шӑтӑкне алӑка! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫак самантра танк патне тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ Умрихин чупса ҫитрӗ, ун хыҫҫӑн вара — тӗрлӗ енчен — ытти боецсем те. Суранӗсене ҫыхтарнисене госпитале, вилнисене часовньӑна ҫӗклесе каймалла ӗнтӗ вӗсен. Аксинья пӗр витре шыв ҫӗклесе пычӗ, Хохол ӑна ҫулӑмпа чечекленекен стена ҫине сапрӗ, унтан витрине пӑрахрӗ те: — Шуйттан патне! Сӗм-тӗттӗм пула пуҫларӗ. Чӑх харпӑрлӑхӗ пулмалла мар вӑл, хаклӑ инкесем! Ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе, тӗн вӗрентӳне лайӑхрах ӑнланса илнипе пӗрле (мӗншӗн тесен Артур студентсен юхӑмне политикӑллӑ юхӑмран ытларах тӗн юхӑмӗ пулать тесе шутланӑ) унӑн кӑмӑлӗ тулнӑ, чунӗ лӑпланнӑ, вӑл ҫынсем ҫине ӑшӑрах кӑмӑлпа пӑхма пуҫланӑ. Дефорж ӑна уроксем пама кӑмӑл турӗ. — Сан валли ҫыру, — терӗ вӑл. — Георгиевски хӗҫ-пӑшалтан кулма-и?! — Юрать, Спэнглер тусӑм, эсӗ ку тӗлӗшӗпе мӗн шухӑшлатӑн-ха? Ҫав кун курпун, те шыв тӗпӗнчи курӑксемпе тӑлланса, те ури шӑтӑка лекнипе, шыва путса, куҫран ҫухалчӗ. — Апла. Эппин ӑна государствӑна леҫсе паратӑн. Хӗвеланӑҫ енчен йывӑҫсем хушшипе курӑнакан ҫутӑ та сӳнчӗ. Мӗн кӗтет-ха ӗнтӗ корвета? Турӑҫӑм! Эмиль! — Мӗн? — Куратӑн-и? — Укҫа кирлӗ пулчӗ; ҫитменнине тата вӑл ҫӗр мужиксене куҫать. Эпӗ пӗр сӑрт айккинче тӗпсӗр шӑтӑкран икӗ утӑмра ҫеҫ выртатӑп, пӑртак хускансанах эпӗ аялалла йӑванса кайма пултарнӑ. — Ун пекки пӗрре ҫеҫ. — Эпӗ ӑҫтан пӗлем-ха! Эпӗ ҫывӑратӑп акӑ, — терӗ вӑл, — Панталеонене те сирӗнпе ямалла та эпӗ, анчах сут тӑвакан ҫук. — «Чипер Еленӑра» вӑл, тусӑм, йӑлт ҫаппа-ҫарамас пекех тухрӗ… — сасартӑк Робустовӑн килӗшӳллӗ ҫинҫе сасси йӑслав витӗр ҫурса тухнӑ. Ҫавӑн пек пустуй япала пирӗн ӗҫе чӑрмантарса тӑмалла мар. Тупата туршӑн… Мӗншӗн вӑл? — Апла пулсан, — терӗ мексиканец шухӑшласарах тӑрса, — апла пулсан, дон Морисо вилме пултарать. Анчах вӑл ун пулӑшӑвне нихҫан та йышӑнма килӗшмӗччӗ. Ку та тӗлӗкех пулчӗ! Вӑрлӑх валли шӑтӑк алтмалла ав, колхоз картишне те ҫитсе килмелле-ха ман. Хӑшкӑлтӑм, ураран ӳкес пек. Ҫакӑн пек шухӑшлама: допрос тӑвакан офицер — преступник, вӑл — судья, теме пулать. Унӑн симӗс кӗпи ҫинче Хӗрлӗ Ялав орденӗ хӗмленсе курӑнать. Ҫавӑнтах ҫӳлтен кулса йӗкӗлтенине илтрӗ: — Вӗсем тахҫанах хӑвна курнипех тарса пӗтнӗ ӗнтӗ. Кӑнтӑрла иртсен икӗ сехет ҫитерехпе темӗнле чӗрчунсен шӑммисене курчӗҫ. — Нагульнов, Давыдов патӗнче лараканскер, саркаланчӑк куҫхаршисене ҫӗклентерчӗ. — Сывӑ-и, юлташсем! — терӗ вӑл хыттӑн. — Володя каланӑ тӑрӑх, эсӗ экзамена лайӑх панӑ, маттур, — ку питӗ аван. — Пуш сӑмах! Ҫакӑнтан Татаринов капитан хӑйӗн шурӑ шхунине инҫетри ҫула ертсе кайнӑ. Ан ӗҫ, тӑхта. Пирӗн килте пуласси пулман та-ха ӗнтӗ вӗсем… — Ну, ку аван. Хӗҫпӑшаллӑ тӑватӑ ҫын хӑй патнелле ҫывхарнине курсан, палламан ҫын чарӑнчӗ, пӗр утӑм каялла та чакрӗ. Мӗн калама пултарӗ Павел ҫак хӗре? Таможня начальникӗ тӳп-тӳрӗ тӑчӗ, аллисене пӗҫӗ ҫумне тытрӗ, унтан эпир курса ирттернисене, вӗренсе хунӑ урок пек каласа кӑтартрӗ. Вӑл каланӑ вӑхӑтра икӗ джентльмен пӗр-пӗрин ҫине мӗн тери тимлесе пӑхнине курсанччӗ эсир. Вӗсем ҫав тери тӗлӗнсе итленипе чӗлӗм туртма та пӑрахрӗҫ. Ӑна негрсем вӑрласа кайнӑ тесеччӗ эпир. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл уншӑн питӗ нумай тунӑ пулать, эппин, паллах ӗнтӗ, вӑл мӗншӗн ун ҫинчен асӑнма юратни. Пӗр юланучӗ ҫеҫ вырӑнтан тапранмарӗ. Кун ҫинчен вӑл нумай шухӑшларӗ, ку шухӑш унӑн чунӗнче ӳссе, тарӑнланса, хӑй курнӑ, хӑй илтнӗ пур япалана та ҫавӑрса илчӗ: ӳснӗ майӑн вӑл тӗттӗм тӗнче ҫине, пӗтӗм пурнӑҫ ҫине, ҫынсем ҫине пӗр тикӗс вут-хӗм тӑкса тӑракан ҫутӑ кӗлӗ евӗр пулса пычӗ. Оборонине ҫуран ҫар Боевой уставӗн пур законӗсене те асра тытса, ҫарта тахҫанах йышӑнса, тӗрӗслесе курнӑ правилӑсемпе туса хатӗрлерӗҫ. Апла пулин те, Озеров капитанӑн ҫав хӑйсем мӗн-мӗн туса ҫитернипе кӑмӑлӗ ҫырлахаймарӗ. Пӗрмаях иккӗленнӗ пек пулать вӑл. Ҫав хыпаланса тунӑ оборонӑра темле кӑлтӑк пур пекех туйӑнать ӑна. Пуҫне тем пек ҫӗмӗрсе хӑтлансан та, — вӑл ӑна тупаймарӗ. Тупаймарӗ пулсан та, ку чӑн та ҫапла иккенне вӑл темле, пӗр командирсен ҫеҫ пулма пултаракан туйӑмӗпе туйрӗ. Виҫҫӗмӗш батальонта ӑнсӑртран полк комиссарне Яхнона тӗл пулсан, Озеров пит хӗпӗртесе кайрӗ. Кун каҫиччен пӗрре те курманччӗ вӑл ӑна, тин ҫеҫ курчӗ. Ытти чухне те ҫавах ҫав вӑл, полк комиссарне ӑнсӑртран ҫеҫ курма пулать. Типшӗмскер те ҫӑмӑллӑн утаканскер, ҫуран ҫӳреме пит юратаканскер, вӑл, иртен пуҫласа каҫ пулса ҫитичченех, полкри тӗрлӗ подразделенисенче ҫӳрет, пур ҫӗрте те хӑйне валли ӗҫ тупать. Яхно полка хальтерех ҫеҫ килнӗ. Влаҫа юратакан, хӑйне ҫынсем хисепленине кура ачашланса кайнӑ Волошин майор влаҫа комиссарпа валеҫесшӗн пулман, ҫавӑнпа та вӗсем хӑйсене хӑйсем малтанхи кунсенчех пӗр-пӗрне юратман пек тыткалама пуҫланӑ. Каях! Унта пӗр самантрах пурне те татса парӗҫ! Акӑ саламласа ҫырнӑ хут. — Йӗксӗксем! — тенӗ вӑл кӗскен, вӗсем хыҫҫӑн пӑхса. Хӑйӗн пӑшатан пек ҫивӗч куҫӗ йӑлтӑртатса тӑнӑ. Вӑл доктор рольне вылять! Уйӑх ҫук». Анчах эпӗ ҫырса кӑтартнӑ ҫӗршывсенчи халӑхсем урӑх ҫынсен тытӑмне кӗрсе ӳкесшӗн мар, вӗсем тарҫӑ пуласшӑн мар, колонистсен мӑшкӑлӗ пулса хӑйсене тӑван ҫӗршывӗсенчен урӑх вырӑнсене хӑваласа яртарасшӑн мар. Ҫак ҫӗршывсем ылтӑн, кӗмӗл, сахӑр, табак тӗлӗшӗнчен те пуян шутланман пирки, ман шутӑмпа, вӗсем пирӗн наци хӑйсемшӗн тӑрӑшас тивӗҫӗпе ыр кӑмӑллӑхне те тӑмаҫҫӗ пек туйӑнать. Павел шӑртланса кайрӗ. — Ун пек пулма пултараймасть! Акӑ ӗнтӗ вӑл Покровск монастырӗ хыҫӗнче, ҫырман тепӗр енче унӑн хӗрес евӗрлӗ ӗмӗлки ҫаран тӑрӑх чупать. Половцев сиксе тӑчӗ, ҫырса тултарнӑ хут листине кӗсйине тӗркелесе чикрӗ, толстовкин ҫухине йӑпӑр-япӑр тӳмелесе лартрӗ те, юнпа тӑвӑнса, хӗремесленсе кайса, халь-халь сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пысӑк тискер кайӑк пек, тем тума хатӗррӗн чӑмӑртанса, пуҫтарӑнса, пӗшкӗнсе итлерӗ. Астӑватӑн-и пире Жухрай каласа панисене. Хӗрсе кайса вылянипе вӑхӑт иртни сисӗнмест. Ҫывӑр, ан кансӗрле мана. Хулара питӗ илемлӗ ятлӑ «Отель короны» текен трактир пур. Вара манӑн кӑкӑра тарӑху кӗре пуҫларӗ; пистолет кӗпҫипе сыватмалли тарӑху, мар, вашаватлӑхпа, ырӑ кӑмӑллӑ кулӑшпа витӗнекен сивӗ те халсӑр тарӑхниччӗ вӑл. Хӑйӗн председательне вӑл хушамачӗпе пуҫласа чӗнчӗ. Темиҫе ҫын, халӑхран мӑнаҫлӑн уйрӑлса, хуллен калаҫкаласа, пуҫӗсене сулкаласа, тӗрлӗ еннелле кайрӗҫ. Шухӑшлав, ӑс сӑнарлӑхӗ, тӑнпуҫ, пултарулӑх юлать сирӗн — кунпалан та пурӑнма пулать-ҫке. — Ларатӑп та — тухатӑп. — Сэр, эпӗ хам каламан сӑмахсене ман ҫумма ан ҫыпӑҫтарӑр — тесе ыйтатӑп. — Маттур ҫитӗнет! — тесе хушрӗ начальник. — Ҫук, мӗн калаҫатӑр ҫак эсир, сӗлӗ 8-шар тенкӗ ларать тесе, — ҫаплах-ха тавлашма пӑрахмарӗ Дяденко, — справки ҫине 10 тенкӗ ҫурӑ тесе ҫырнӑ пулать те; паллах, расчет ҫук. Тек нихҫан та курас ҫук ӗнтӗ эпир пӗр-пӗрне. Тулли коммунизм, акӑ-мӗн пулать, эпӗ сана тӳрех калатӑп ун пирки! — Ӑҫта тухтӑр? — ыйтрӗ Натанаил. Паян нумай асап тӳснӗ Гликери ҫветтуйӑн праҫникӗ, теҫҫӗ, анчах эсир, хӗрарӑмсем, утӑ ҫулма шутлатӑр, ҫылӑхран та хӑрамастӑр, теҫҫӗ… Ку ачапа ачаш гимназист хушшинче ӗлӗкренпех темӗнле хирӗҫӳ пур пулас тесе шухӑшларӗ те вӑл, хӑйӗн сӑмахне тепӗр май ҫавӑрса ярса, Павелӑн ҫемьисем тата унӑн ӗҫӗсем ҫинчен ыйтса тӗпчеме пуҫларӗ. Гаррис чӗмсӗррӗн пӑхса тӑчӗ ҫакна. Унӑн вӑрттӑн шухӑшӗсем темле пулнӑ ӗнтӗ (ӑна эпир кайран пӗлӗпӗр), анчах вӑл хӑйне тыткаланинче нимӗн хурламалли те пулман. — Рыбин умӗнче сӑнчӑрти йытӑ аш татӑкӗ умӗнче сиккеленӗ пек сиккелесе, уретник ӑна чышкисемпе питӗнчен, кӑкринчен, хырӑмӗнчен ҫапа-ҫапа илчӗ. «Мӗне кура манпа пӗрле пырать-ха вӑл, — шухӑшласа илчӗ ҫак хушӑра Михайлов та, — пӗрре кӑна мар асӑрханӑ эп ӑна, вӑл пур чух кирек хӑҫан та инкек пулакан; ав тата тепри, тӳрех кунталла уласа килет, пулас». Вӑл кӑвак рейтуз, архалук тата черкес ҫӗлӗкӗ тӑхӑннӑ. Алексей ҫакӑн пек васкакан, пур япаласене те хӑвӑрт тавҫӑрса илекен, тӳррӗн шухӑшласа, ыйтӑва ҫирӗппӗн татса пама пултаракан ҫынсене юратнӑ. Вӗсем ытти таркӑнсемпе пӗрле тухнӑ вӑрттӑн пусма картлашкисем шӑпах кӗперӗн арккисем айӗнче тӑвӑр хӑвӑла ҫитсе вӗҫленет; ҫак хӑвӑл тӑвӑр та тарӑн ҫӗр ҫурӑкне тухса, пӗр вӗҫӗпе типӗ варта, тепӗр вӗҫӗпе вӑрманта пӗтет. Старик Ваҫили Андрейча ӑсатма ҫенӗке хунар илсе тухнӑ. Анчах ӑна мӗн тӑватӑн-ха? Тиха пекехчӗ вӑл. Иванӗ, тӳсеймесӗр, кӑшкӑрса илчӗ: — Эх, эсӗ те ҫав, мать честная… Пире ҫӗр чӑмӑрне ҫавӑрса хума пултаракан ӑслӑ ҫынсем кирлӗ мар, эпир хамӑр та уссиллӗ; пире пӗр япала — урӑх йышши чиновниксем кирлӗ! Тепӗр кӗнеки «Паломник ҫул-йӗрӗ» ятлӑ, унта хӑй ҫемйине пӑрахнӑ пӗр ҫын ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ, анчах мӗншӗн пӑрахнине ҫеҫ каламан. — Хӑть чей те пулин ӗҫсе каймаллаччӗ сирӗн! — ахлатса ячӗ Настасья Петровна. Мӗн калама пултарчӗҫ-ха ҫак виҫӗ ҫын? мӗн туйрӗҫ ҫак виҫӗ чӗре? — Мӗнле те пулин сӑвӑ каласа парӑр мана, — терӗ те ҫурма сасӑпа Зинаида чавса ҫине таянчӗ. — Юрататӑп эсир сӑвӑ каланине итлеме. Эпӗ сана час тӑн кӗртӗп, мӑнкӑмӑллӑху йӑлт тухса ӳкӗ! Ҫак юлашки шӑтӑк та малтанхи пекех шыва тухсан, ҫулҫӳревҫӗсем хӑвӑрт вилес хӑрушлӑхра. Ҫӗрпе пӗлӗт таран пӗтӗм тӳпене хупӑрласа илнӗ вӑрҫӑн аслатиллӗ ҫумӑрӗнчен тарнӑ вӗсем. — Тррр! Ӗҫе кайма тӑтӑм та, кӑшкӑрнине илтетӗп — «Исая вӗлернӗ!» — теҫҫӗ. — Ялта тупма пулать-ши вара? Нимӗн пытанмасӑр, аялти кӗпе вӗҫҫӗн, пилӗкне пулемёт ленти ҫавӑрса ҫыхнӑ китаец чупать. Вӑл хӗвелпе пиҫнӗ, унӑн куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ, икӗ аллинче те гранатӑсем. Эпе ӑна хирӗҫ ҫапла калатӑп: «Ытларах эсӗ кая юлнӑ, Сӗмушка, мӗншӗн тесен эпӗ санран хӗрӗх ҫул маларах ҫуралнӑ, ку тӗлӗшпе эсӗ кая юлнӑ», тетӗп. Хӑй ятне илтсен, Динго ҫӗр хӑвӑлӗн алӑкӗ умне пырса тӑчӗ те, хӑй килӗшнине пӗлтернӗ пек, кӗскен вӗрсе илчӗ. Ылтӑн позументлӑ хура сомбреро тӑхӑннӑ пуҫӗ юланутӑн сулахай пӗҫҫи ҫумӗнче, анчах ӑна юланут ҫине сулахай енчен пӑхакан ҫын ҫеҫ курма пултарать. Ун шучӗпе ҫын тавраш сахалтарах пултӑрччӗ, вӗсенчен аякрахра пуласчӗ… Эпӗ, ҫавӑнта, кӗтесре, хам ҫурӑм хыҫӗнче ватӑ флинта куртӑм. Ӑна питӗ уҫҫӑн, чӗрӗ чухнехи пекех куртӑм. Хӑрушӑ япаласем курӑнсан, эпӗ тискер кӑйӑк пек пулатӑн. Кирпӗч хӳме урлӑ каҫнӑ чухне эпӗ одеялпа чӑрканса ларнипе ӳкрӗм, хама хӑйӑр ҫӳлелле ывӑтса янӑ пек ҫавӑнтах тата ура ҫине сиксе тӑтӑм. Тата виҫ-тӑват ыйту парсан, прокурор защитника ҫапла каларӗ:— Халӗ сирӗн черет. Свидетельрен ыйтӑр, — терӗ. — Панталеоне пуҫне татах аялалла усрӗ, — Ну, а леш феррофлукто Клуберио, — вӑл мӗн тата? — тесе кӑшкӑрса ячӗ те пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Белецкин пӳрчӗ плошадьре ларать. Халӗ акӑ тӑваттӑш те — Ахиор, Захария тата икӗ кунтелен — Израиль патшин тронӗ умӗнче тӑнӑ. Вӑл ирӗксӗрех чӗтренсе илчӗ, чӳречине уҫсан, шуратнӑ пир пекех шурӑ сӑнлӑ Шубина курчӗ. Вӗсем вӑтӑр ҫынна яхӑн пулнӑ, — пурте хӳхӗм ҫынсем, вырӑнти купечествӑн чечекӗ. Гаррик мистер. Вӑл калас сӑмахӗсене каласа пӗтерчӗ те ывӑнса ҫитсе чӗнме пӑрахрӗ, анчах чей ӗҫнӗ чух мана вӗрентме тытӑнчӗ. Апла илсе каяс-и ун патне? Тӑван атте пире сан пек хӗрхенмен, ӗмӗр астуса пурӑнӑп… — пӑлханса кайса мӑкӑртатрӗ салтак. Хӗрарӑм та колхозра хӑйӗн тӗшне тӑрать, факт! — терӗ те, урисене анлӑн та йывӑррӑн пусса, тухса кайрӗ. Людмила шухӑша кайса пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. — Ӑҫта кайма тухнӑ эс, ачам? — ыйтрӗ унран еврейка. Ҫапах та, никам та хӑйне хӑй ҫакӑн пек ыйту паман: ҫавӑн пек усал ӗҫ тума ҫынна мӗн тӗртме пултарнӑ-ши? Тӳме тавраш, кӗмӗл кашӑк, сехет е ҫавнашкал япала ҫухаласси пулма пултарать; анчах хӑй хваттерӗнчех сӑмса ҫухаласси!.. — Ну, — терӗ вӑл Полинӑна, — эпӗ татӑклӑ шут турӑм: каятпӑр! — Кам сана асаплантарса халран ячӗ? Ун пек питӗ паха япалана эпӗ хам ӑшра тытса усрама, ҫынсентен пытарма пултараймастӑп… Ҫав тискер сасӑ илтӗнсе кайсан, пурте шӑпах пулнӑ: ҫеҫенхирти кашкӑр улани те, тигрла кушак макӑрни те, тата ягуар ахӑрни те илтӗнмен. Вӑл кӑштах урӑлчӗ, анчах ӑна мӗнпур тавралӑх хумлӑн-хумлӑн сулкаланса тӑнӑ пек туйӑнчӗ, унӑн куҫ хупаххи йывӑрланса килчӗ, вара вӑл, ҫӑварӗнче йӗрӗнмелле йӳҫӗ тутӑ пуррине туйса, куҫ тӗкӗ витӗр амӑшӗн пысӑк сӑн-пичӗ ҫине пӑхса, пӗр ҫыхӑнусӑр шухӑшласа выртрӗ: «Мана ӗҫме ир пулмалла-ха. Пӳлӗм шӑпах пулать, пурте хурлӑхлӑ сӑмахсене тата кӗсле хӗлӗхӗсем хуллен янранине итлеҫҫӗ. Амӑшӗ тухса алӑкран шаккарӗ, вара, алӑк хыҫӗнчи шӑплӑха итлесе тӑрса, Егор ҫинчен салхуллӑн шухӑшларӗ: «Вилет…» Хӑюлӑх ҫитмест… — Юнлӑ йӗр тӑрӑх кайса тупнӑ ӑна… — терӗ Пантелей. — Юрӗ эппин! — терӗҫ те хӗрачасем хӑйсен тетӗшӗсене сывлӑх сунса чуптума тата аппӑшӗ мӗн хушнине калама чупрӗҫ. Ҫирӗм миль пушхир ҫынсене пӗринчен пӗрне аллӑ миль сарлакӑш океанран та ытларах уйӑрса тӑрать! Хире-хирӗҫ ҫырансенче пурӑнакан ҫынсем кӳршӗллӗ пулса тӑраҫҫӗ пулин те, вӗсене мӗнле те пулин вӑрман уйӑрса тӑрать пулсан, вара вӗсем пӗрне пӗри курайми пулаҫҫӗ. Англи Австралипе юнашар тӑрать, ҫав вӑхӑтрах Египет Сенегалран миллион льере тӑрать пек, Петербургпа танлаштарсан, Пекин вара веҫех урӑхла! Том хӑйӗн сасси урмӑшса кайичченех кӑшкӑртӑ, анчах ӑна никам та хирӗҫ чӗнекен пулман. Половцев Островнова малалла заданисем парассинчен вӑхӑтлӑха тытӑнса тӑчӗ, мӗншӗн тесен унӑн урӑххипе чӑрманмалла пулчӗ: ун патне, яланхи пекех, ҫӗрле ҫӗнӗ ҫын килчӗ. Струльдбругсен ачисем вара, ытти ҫынсем пекех, ватӑлсан вилеҫҫӗ. — Ҫук. Анчах часах ывӑнни ҫӗнтерсе илчӗ те эпӗ питӗ хытӑ ҫывӑрса кайрӗ. Уншӑн пур граждансем те пӗртан праваллӑ. Кунӗ ҫуталнӑҫемӗн ҫуталса пычӗ, ҫил хӑваланипе пӗлӗтсем сирӗлсе кайрӗҫ. — Ячӗ сыхланса юлман-и вара? Приговор хыҫҫӑн вара пурне те пӗр пӳлӗме хупрӗҫ. Маншӑн кӗлтума сӑмах панине те манмастӑп, эпӗ кӗлтуни ӑна кӑшт та пулин усӑ кӳрес пулсан, — акӑ хӗрес хурса калатӑп, — эпӗ те уншӑн кӗлтунӑ пулӑттӑм. Халал хутне те тахҫанах тунӑ, унта ҫаплах каланӑ: «Манӑн мӗнпур пурлӑхӑм — хускавли те, хускаламанни те — хамӑн хӗрӗме — Любове», — тенӗ. Кай та кай; япаласенчен мӗн те пулин ҫухалсан, Николаев ответ тыт. Вара эпир хамӑра хӗҫ те ҫитӗ-ха тесе килӗшрӗмӗр. — Мӗн тумалла-ши ӗнтӗ? Пӗр сӑмахпа каласан, лӑп та шӑп хамӑн чапӑм кӗрлесе тӑнӑ вӑхӑтра, комсомол ячейки юлашки ҫирӗп выговор парса хӑварни мана кӑмӑлсӑр турӗ, тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Хӑйне сӑпайлӑ тыткалать, ҫӗнӗрен никампа та паллашмасть, халлӗхе ун патне паллакансем те кӗрсе тухмаҫҫӗ. — Хӑҫан вара, Иван Павлыч? Хирӗҫ сасӑ илтӗнмерӗ. Кӑтартасса хӑй туйӑмӗсене нихӑҫан уҫҫӑн кӑтартман пулин те, ман ҫумма питех те вӑйлӑн ҫыхӑннӑччӗ пулас вӑл; сунара ҫӳрес хӗрӳлӗх иксӗмӗрӗн те пӗрешкел пулни, эпӗ хӑйпе юлташла ансаттӑн калаҫни, ӗмӗр выҫӑпа касӑлнӑ ҫемйине вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшкалани, пуринчен ытла, эрех ӗҫнӗшӗн тӗнчере пӗр эпӗ ҫех ӳпкелешсе сӑмахламанни, — кунашкаллине Ярмола чӑтма пултараймасть, — ҫыхӑнтарчӗ ӑна манпа. Хайхи Соколов чарӑнасса чарӑннӑ та, ҫав пӑлхар йытти чарӑнма хушнӑ ҫӗрте мар, Сарафов хапхи умне ҫитсе чарӑннӑ. Ман пата пулсан, эпӗ тӗрӗсех шутларӑм иккен. Урнӑ туземецсен ҫӑварне чи малтан вӗсем ҫакланчӗҫ ӗнтӗ. Ҫурта тепӗр чӗтрев кисретрӗ, — малтанхинчен вӑйлӑрах. — Ярантараҫҫӗ кӑна! — терӗ Умрихин, пӗлнӗ пек. — Ҫук, сире эпӗ уйрӑмах юрататӑп! — ҫине тӑрса каларӗ амӑшӗ. Пурне те лайӑх асра тыт. — Чӑн та, вӗсем кунта пулнӑ. Вӗсем ҫунакан ҫуртанах хӑварнӑ, — терӗ чӳрече умӗнчи ҫын. Кун пек вӑхӑтра ҫав тери ҫывӑх та ҫав тери туслӑ ҫынпа кӑна хутшӑнма пулать, анчах ачан хӑйпе пӗр вӑхӑтри ҫавӑн пек тус пӗрре кӑна пулнӑ, вӑл — посессорсен усадьбинчи сарӑ ҫӳҫлӗ хӗрача… Шантарсах калатӑп сире: хӑвӑр мӗн ыйтнине ҫырлахтараҫҫех унта! — Ку мӗн тата? Кӳпрӗмӗр, кӳпрӗмӗр, ирччен ӗҫрӗмӗр, ҫаплах ҫывӑрса кайнӑ кӑмака ҫинче, ӳсӗрскер. Галилей Уйӑх ҫинче тусемпе тӳремлӗхсем пуррине асӑрханӑ. Ӑна Уйӑх Ҫӗр евӗрлех иккенӗ палӑрнӑ. Халӑх коллективизаци пуҫланнӑ вӑхӑтринчен ӑнлануллӑрах халӗ, факт! Улпут майрисем вара, сана калатӑп, улпут мӑйрисем вара мӗнле!.. Е тата улпут хӗрӗсем… Сирӗн ҫинчен калас пулсан, — терӗ король малалла, — эсир пурнӑҫа ҫӳревсенче ытларах пурӑнса ирттернӗ. Сире хӑвӑр ҫӗршывӑн нумай кӑлтӑкӗсенчен хӑтӑлма май килнӗ пулас. Мӗн пулать те мӗн килет тесе, Кралич ҫапла вӑрахчен утрӗ, ӑҫта та пулин урам вӗҫне тухӑпах терӗ вӑл. Николай пӗлет пек тӗтӗм ӑшӗнче, пукан ҫинче ҫирӗппӗн ларать, унӑн кӑвак пичӗ ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем тапса тухрӗҫ. Хуҫасем мар, карма ҫӑварсем! Атя, вӑхӑта ахаль ирттерсе тӑрас мар, хӑв пуҫарса пыр. — Епле аван хӗр вӑл Мэри Грант! — терӗ майор, йӑмӑкӗ калавне итленӗ хыҫҫӑн. Пысӑк пӳртрен шурӑ ӳтлӗ хӗрарӑм, хӗрӗх пилӗ — аллӑ ҫулсене ҫитнӗскер, чупса килет, ҫара пуҫӑнах, аллине йӗке тытнӑ; хыҫӗнчен унӑн шурӑ ӳтлӗ ачисем чупса пыраҫҫӗ, вӗсем хӑйсене шӑп та шай негр ачисем пекех тыткалаҫҫӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек шут тунине эпӗ «Случай из жизни Макара» ятлӑ калавра ҫутатса пама тӑрӑшрӑм. Ҫак хӳтлӗх тӗрме камеринех аса илтерет, анчах Кралич халь ҫакӑнтан лайӑх пӳлӗм тупасса ӗмӗтленмен те. Ну, каласа пӗтер. Ну, мӗнле вара, тупрӑр-и? Вӗсем ӑшшинчен ытларах тӗтӗмпе мӑкӑрланакан кӑвайтне те аран-аран чӗртрӗҫ. Тулти ҫумӑр пӗр чарӑнми алхасать, ҫӗрсе пӗтнӗ улӑм ҫивитти витӗр вӑл шала ярӑмлансах анать. — Сана, сире хӑвӑра спаҫҫибӑ, шуйттан ухмаххи, мана нимшӗн те тав тума кирлӗ мар! — кӑшкӑрчӗ те вӑл, вӑрахчен сасӑсӑр кулса ларчӗ. Тыррине унӑн кварталӗнче янахран ҫапмасӑрах тата «сивӗ ҫӗре» хупса лартмасӑрах турттарса пырса параҫҫӗ, факт. — Анчах та вӑл пулса тӑчӗ пулсан, мӗн тӑвас-ха? Ҫав мужиксем вӗсем… Хӑй тӗрмере ларнипе мухтанман вӑл. Ман шутпа, ҫакӑн тӗп сӑлтавӗ асӑннӑ чӗрчунсем кутӑн тата шанчӑксӑр пулнинчен килет. Ватӑласси манӑн инҫе-ха, анчах кунталла килмелли ҫула эпӗ паян тин тупрӑм акӑ. Пирӗн ҫав вӑхӑтра хатӗр тӑмалла, пирӗн вӗрҫӗнӗ вӑйсем пухмалла тата никамран та хӑрамалла мар. Грассини патӗнче ҫын пит нумай пулать, каҫхи апат та унта начар пулмалла. Ҫавнашкал капӑр ҫуртсенче апат таврашне питех те начар ҫитереҫҫӗ. Фома ҫав-ҫавах калаҫнӑ, пысӑк хуйхӑпа ӗнентерӳллӗн сӑмахланӑ: — Кала эс! Кала мана! — Хӑҫан та пулсан сире ҫырма юрать-и, Воропаев? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ вӑл. Хӗрсе пӑшал пенӗ вӑхӑтра эпир хамӑрӑн кимӗ мӗнли ҫинчен мансах кайрӑмӑр, — сасартӑк, Ермолай вӑйлӑн хускалнине пула, (вӑл, персе ӳкернӗ кӑвакала илес тесе, пӗтӗм пӗвӗпе кимӗ хӗрри ҫине выртрӗ), пирӗн кивӗ кимӗ тайӑлса шыв ӑсса илчӗ те, пирӗн телее пулас, ытлашши тарӑн вырӑнтах мар, мухтавлӑн тӗпнелле анса кайрӗ. Питӗ лайӑх мел ку… ну, ятсӑр ҫырусем ҫырни те япӑх мар. Чӗркуҫ таран куҫҫуль юхтарса сӗтӗрӗнсе ҫитӗн унта, ку, паллах! Пӑхар-ха, мӗн шуйттан тума вӑл кунта ларать. Каҫарӑр. Коридорта Лида ӑна «васкавлӑ» тесе паллӑ тунӑ пакет тыттарать. Истребитель хӑйӗн ҫуначӗсемпе йывӑҫ тӑррисене перӗнес пек, вӑрман ҫийӗпе иртсе кайрӗ, унтан пӗр виҫ-тӑватӑ секундранах вӑрман хӗрринчен сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ: — Ӳкрӗ! Аэлита, чавсаланнӑскер, темиҫе минут шӑппӑн ларчӗ, куҫӗсене аллипе хупланӑ. Ӑна Лукашка казакпа ҫав хӗр хушшинче пулма пултаракан ҫыхӑнусем те, унтан та ытларах, пуян офицерпа казак хӗрӗ хушшинче пулма пултаракан ҫыхӑнусем те хӑйпе Марьяна хушшинче пулма пултарас ҫук пек туйӑнчӗ. — Эпӗ, пӗр интереснӑй япала шутласа кӑлартӑм, пӗлетни ҫавна, — терӗ Валька, — вӗсем ҫав майпа питӗ хӑвӑрт ӳсеҫҫӗ. — Ара ун ҫинчен калаҫма юрамасть-им? — именсе кайса, шӑппӑн каланӑ Любовь. Ҫапла туни чи лайӑххи. Пулать-ха кунта сирӗн валли пӑхмалӑх та, тӗлӗнмелӗх те. Ҫапла каларӗ те Корчагин, инженера мазутпа варалас мар тесе, ун тавра сыхланса ҫавӑрӑнса, алӑк патнелле кайрӗ. Авланас умӗнхи ҫав вӑхӑта аса илсен, мана халь намӑс! Вӗсем хӑйсен ҫӗклемне ҫӗр ҫине хучӗҫ те вилтӑприне чавма тытӑнчӗҫ. — Кам тӑвать ку кинжалсене? — Ҫурт айӗпе ҫул чавма-и? Сиксе тӑнӑ та вӑл, пӑлтӑр карлӑкӗнчен тӗрӗнсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе тытса:— Эпӗ хатӗр, персе пӑрахӑр! — тесе кӑшкӑрса янӑ. Саншӑн ӗҫри ӑнӑҫлӑх — саккунлӑ арӑм, ютран ҫыпӑҫнӑ еркӗн мар: лешӗ вӑл кӑштах йӑпатать те куҫран ҫухалать! Саня ман ҫине кӑмӑлсӑр пулса пӑхса илчӗ. — Ну пулнӑ, пулнӑ, Олеся… ҫитет, — терӗм эпӗ, юриех ахӑлтатам пек туса. Ҫапах та ыттисем хӑйсен юратӑвне сӑмахпа ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ, эпӗ вара — ӗҫпе кӑтартрӑм… Иккӗмӗш фронт тени ӑҫта-ха вӑл? Ҫакнашкал ҫынсене Ҫӗнӗ Зеландире тӑтӑшах тӗл пулма пулать. Блефуску императорӗ ҫакӑн пирки виҫӗ кун хушши канашланнӑ хыҫҫӑн каҫарусем ыйтса пит кӑмӑллӑ ответ ҫырса ячӗ. Карчӑк хӑй каларӗ вӗт — хӑйӗнчен укҫи ытлашши! терӗ. Ҫаван чух шыв юххине май — пӑрсем мар, вӗсем — Ольӑпа иккӗшӗ вӗресе таракан шыва хирӗҫ пӗр сассӑр ишсе пынӑ пек туйӑннӑ. — Ҫӗрле-и? — ыйхӑллӑн хирӗҫленӗ мӑнаккӑшӗ. — Тек ҫилленместӗн-и ӗнтӗ мана?.. Хӑҫан шухӑш тытас тетӗн-ха тата? Халӗ кивӗ йӗрке мар! — Ҫавнашкал, тапӑнма пултармалла, хӑрушӑ крепӑҫре пурнасси сире пачах та хӑратмасть-и вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ комендантшӑран. Марийкӑна пӗлтернӗ пуль-ха вӑл ҫавӑн ҫинчен, Соколова сӑмах вӗҫҫӗн кӑна пӗлтерме сӗннӗ пуль. Тигр тени е ашак тени пулман ҫав, тӗве те ҫавнашкалах… Ахтунг!.. Хаҫатсене те эпӗ ҫавӑншӑнах вулаймастӑп!.. Мана ӑйӑрсем патӗнчен пӗр утӑм та хӑпма юрамасть, вара мӗн тумалла пулать-ха манӑн? Том Сойер ҫавӑн пек тӑвӗ-и? Ҫапла вӑл ниҫтан та телей тупаймасӑр нумай ҫӳренӗ. — Чӳлмекӗме ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ-ҫке ку усал! Ӑҫта пулнӑ-ха ара эсӗ? Апатланнӑ хыҫҫӑн хуҫи хӑйӗн тарҫисем патне тухса кайрӗ, унӑн сассинчен тата аллисене епле хускаткаланинчен вӑл хӑйӗн арӑмне мана тӑрӑшарах пӑхма хушса хӑварни палӑрчӗ. — Кам ачи? Е эсир ытти йӑлтах, ӑнланӑр мана, ытти йӑлтах тахҫанах пӗр йӗр хӑварми пуҫран сирӗлнине курмастӑр-и? — Романьере кашни утӑм ҫӗр сирӗншӗн хӑрушӑ; анчах хальхи саманара Бризигилла — чи шанчӑклӑ вырӑн. Йытӑ улани Фелим ҫухӑрнипе пӗрле чарӑнса ларнӑ. — Ҫапла, ҫапла, — татса каларӗ Валя. Хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑ юлашки икӗ ҫынӗ хӑҫан ӗнтӗ горизонтра курӑнса кайӗҫ-ши тесе пурте хытӑ кӗтсе тӑраҫҫӗ. — Ӑҫта пулса иртни мӗне пӗлтерет вӑл? Вӑл ҫӗлӗкне куҫхаршисем ҫине антарса лартнӑ та пӑхса тӑрать. Кам ялавпа атакӑна ҫӳренӗ? Ҫавӑнпа та эпӗ лартӑм. — Ҫакна пӗрре те ӗненес килмест, — тенӗ майор. Джо хӑракаласа юлташӗсенчен ҫапла ыйтма хӑйрӗ: «Цивилизациллӗ тӗнчене таврӑнасси ҫине эсӗр мӗнле пӑхатӑр… паллах, халӗ мар, кайран таврӑнасси, ҫине…» — Ҫук, курмарӑм, майор юлташ! — Пӗрмай унта-кунта ҫӳрет! — мӑкӑртаткаласа илчӗ Волошин. Кофейнӑя онбаши пырса кӗчӗ, ӗҫ мӗнле пулнине ыйтса пӗлмешкӗн Маркона шӑпах майлӑ пулчӗ. Ҫакнашкал шухӑша кайнипе раввин асӑрхамарӗ те, хӑйӗн синагогин алӑкӗ ҫине ҫапнӑ пӗчӗкрех пӗлтерӳ ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Базаров ирӗксӗрех ҫав ҫул ҫине пӑхать, курӑк тӑпӑлтарса ларать, ӑшӗнче пӗрмаях: «Эккей, айванлӑх!» — тет. Лашасенчен Таука пуринчен те маттуртарах. Мӗншӗн пурте ун ҫине ҫавнашкал пӑхаҫҫӗ? — Уҫ-ха, кил хуҫи! Ҫав вӑхӑтрах Марьинӑри пурӑнӑҫ ытлашши илемлех те майлашса пыман. — Хӗл каҫнӑ ҫӗре васкас! — терӗ Остен. Хресченсем хӑранипе чӗтреве ерчӗҫ; аптӑранипе нимӗн тума та пӗлмеҫҫӗ. Унтан, тӗттӗмлӗхе пуртӑпа каса-каса ҫутӑ кӳртнӗ пек Тихон темиҫе сӑмахпах хуҫана унӑн шӑллӗн хуйхи ҫинчен каласа пачӗ. Эпӗ лӑпчӑнса ҫав улӑпа пӑхса тӑтӑм: вӑл пусма картлашки тӑрӑх ҫӳлти чул ҫине хӑпарса тӑчӗ, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те такама чӗне пуҫларӗ, сасси эпир рупорпа каланинчен хытӑрах илтӗнчӗ. Унӑн сасси ытла та ҫӳлтен кӗрлесе тӑнипе эпӗ ӑна малтанах аслати сасси пулӗ тесе шутларӑм. Тӳррӗн… уҫҫӑн тӑвас пулать… илентертӗр те эсир мана малтан… халӗ ак — хӳтӗленетӗр манран… Вӑл шаккасан, алӑк уҫӑлчӗ. Алҫырӑвне аркатса тӑкни Павелӑн юлашки кун ӗнтрӗкӗ пулать. — Йытта та петӗм… Тумланма тытӑннӑччӗ кӑна вӑл — алӑк уҫӑлса кайрӗ те, турӑҫӑм… аннеҫӗм-майра патша! — пӳлӗме пирӗн пата хуҫапа ун арӑмӗ тата вӗсен виҫӗ тарҫи кӗчӗҫ тӑчӗҫ… Кулӑшла тӑрӑшулӑхпа пуҫланнӑ хут пӗлеслӗх пирӗн пӗтсе ларчӗ. — Ҫаврӑн урӑх галс ҫине! — кӑшкӑрчӗ попугай. Яков Лукич алласа тасатнӑ ҫӑнӑхран та шурӑрах пулса кайрӗ. Эпӗ пӗр самантрах хатӗрленсе лартӑм. Виҫҫӗ ҫине кайни ҫирӗм минут та иртсе пырать, пирӗн истори учителӗн сасси ҫав-ҫавах илтӗнмест, хӑй ҫӳрекен урампа килни те курӑнмасть, эпӗ урам еннелле ӑна нихҫан та курас марччӗ тесе пӑхатӑп. Ҫавӑнтах вучахсем те пур, вӗсен хӗрсе тӑракан чулӗсем ҫинче дикарьсем никам ӑнланмалла мар апатне ӑшаласа ҫиеҫҫӗ. Капитан хӑй янӑ ҫынӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнчех тӑнӑ мӗн. Вӑл ҫавӑнтах каютӑна кӗчӗ те, хӑй хыҫҫӑн алӑка питӗрчӗ. — Апла та пулма пултарать, — терӗ вӑл юлашкинчен. Урӑх эпӗ хам хваттере каймастӑп. Унта шпион сӑнаса тӑрать: эпӗ килте пулӗ тесе шутлать пулас. — Ну, эсӗ, юлашкинчен, — персе ячӗ Николай Петрович. — Флигель начар-ҫке-ха — акӑ ӑҫта инкек. Тинӗсре ирӗклех ҫӳрекен тӑвар ионӗсем этем ӳт-пӗвне кӗреҫҫӗ, этем ӳт-пӗвӗнчи наркӑмӑшлӑ япаласем шыва куҫаҫҫӗ. Хӑҫан пирӗн вӑхӑт ҫитӗ? Ҫӗнӗ ӗҫе вӑл ҫавнашкалах тӑрӑшса та юратса тӑвать. — Ҫук-ха, — тенӗ Фома. Эпӗ ун патне кабинета кӗрес тесеттӗм, анчах та вӑл мана:— Ҫук, кунта, — терӗ. Хӗл юлашкине тата ҫуркунне пуҫламӑшне Алексей переподготовка шкулӗнче ирттерчӗ. Кухньӑна чупса кайса пӑх-ха: мӗн те пулин ҫырткаламалли тупӑнмасть-ши? — Следстви ӑна кӑтартса параймарӗ, — пӳлсе хучӗ секретарь, — унта урӑхла сӑлтавсем те пулма пултарнӑ. Анчах эсӗ ма апла шухӑшлатӑн-ха, укҫи ҫавӑнта… — Тӑхта, Гек, эпир ҫавӑнта ҫитиччен. Чул ту ҫине улӑхӑр. — Йывӑр ӑна — ҫавӑн пек вырӑнта тӑма. Тӗлпулу кӗтмен ҫӗртен сиксе тухни сӑмаха ахаль те иккӗленмелле туса хурать. Оленин тепӗр хут:— Марьяна! Эпӗ килтӗм… — терӗ. — Пӑрах, — терӗ хӗр. Сӗт сутакан карчӑк калинккине уҫрӗ те ӗнине кӗтӗве хӑваласа кайрӗ. Гленарван шухӑшласа илет те, унӑн ҫан-ҫурӑмӗ чӗтреме пуҫлать: ҫак ҫаралнӑ отряда мӗскер кӑна кӗтсе тӑрать-ши? — Мӗн? Полевыхпа Корчагинӑн пурте питӗ ҫӑмӑл та хӑех пулнӑ пек пырать. Халӗ вӗсем, пӗтӗмпех хастарланса, хӑйсен майне ларса ҫитрӗҫ. — Алёша, ҫывӑрмастӑр-и? — тӳсеймесӗр ыйтрӗ юлашкинчен Анюта. Куна ҫавӑн пек ҫеҫ ӑнлантарма пулать… Пылчӑк сирпӗннипе пӗтӗмпех вараланса пӗтнӗ Костьӑн сӑн-пичӗ пӗркеленсе ларнӑ, чун-чӗри хытӑ ыратнӑран-и тен, халь вӑл ватӑ сӑнлӑ курӑнать. Тен, эсир «окази» мӗн иккенне те пӗлместӗр пулӗ-ха? — Паян ирпе эпӗ сан патна унран ҫыру парса янӑччӗ… Пӑртак чӗнмесӗр тӑрсан, Костя Марийка еннелле ҫаврӑнчӗ: — Кӗр-ха пӳрте, — терӗ вӑл. Сӑмсине ҫӗр ҫумне тытса, Динго майӗпен вӗре-вӗре темле йӗр тӑрӑх пырать иккен. Пирӗн тинӗс пит никрес,Шавлать вӑл ирхи те каҫхи… —е унтах Павел юратакан:Куҫҫулпе тулнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗнче…юрӑ янӑрать. — Малалла! Ҫав ҫӑлтӑрсен хушшине астрономи единицисемпе виҫни — Мускавпа Владивосток хушшине миллиметрпа виҫсе тухнӑпа пӗрех. Пур пӗрех вилӗмрен усалли нимӗн те пулас ҫук, пур пӗрех вилӗмрен хӑтӑласси те пулмасть! Эпӗ читлӗхри тискер кайӑк евӗрлӗччӗ: е сиксе тӑратӑп та чӳрече патне пыратӑп, е, вакуна хӑвӑртрах кайма хистенӗ пек, сулкалана-сулкалана утса ҫӳретӗп; анчах вакунӗ ак халь мӗнле пырать, ҫавӑн пекех алӑкӗсемпе, чӳречисемпе чӗтренкелесе ҫеҫ пыратчӗ… — Ҫук ӗнтӗ, ан тив мансӑрӑнах вӑл хуҫалӑха тытса пыччӑр, — ассӑн сывласа илчӗ Лушка, — унта мансӑр пуҫне те пӗтӗм ӗҫе йӗркелесе яма тивӗҫлӗ ҫынсем пур. — Ҫук, куна эпӗ халӗ те пулин пӗлместӗп. Йытӑ, хӑйне Тоня темиҫе хутчен урипе тапнӑшӑн кӑмӑлсӑр пулса, хӳрине лӑпчӑтрӗ те ҫурт еннелле сулланчӗ. — Бутылкӑсем ҫинчен кала-ха эс… — астутарчӗ Озеров. Елена хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ, ирӗксӗртен кӑна аллине тӑсса пачӗ: Инсаров чуптунӑ аллине мар, теприне пачӗ; унтан хӑй пӳлӗмне ҫитсенех салтӑнса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ. — Васкар эппин мӑнастире! — хушрӗ онбаши. — Мана эс луччӗ ҫакна кала: чӑнах-и, Маякинӑн ывӑлӗ таврӑннӑ, теҫҫӗ? Тимур каясшӑнччӗ ӗнтӗ, анчах Женя ӑна чарса тӑратрӗ. Ирхине, ыйӑхран вӑраннӑ-вӑранманах, Иван Иваныч халалласа хӑварнӑ ултӑ сӑмаха, «чӑхӑ», «йӗнер», «ещӗк», «ҫил-тӑман», «ӗҫеҫҫӗ», «Абрам» сӑмахсене хытӑ кӑшкӑрса калама тӑрӑшаттӑм. Епле ҫак таранччен ҫывӑрӑн! Вӑл савӑннипе чутах макӑрса ямарӗ, тӗлӗнессе пӗр пӗрчӗ те тӗлӗнмерӗ. Ӗлӗкхи живопись мастерскойӗнче скульптура тӑмӗ мӗн чул илес тетӗн ҫавӑн чухлех пур. — Ыран ирччен, сыв пул! Эпӗ сирӗн патӑрта шалусӑрах ӗҫлем хуть, — хушса каланӑ вӑл, хӑрах аллипе счёт панӑ май тепринпе куҫҫульне шӑлса. Студент мундирне тӑхӑнса ҫӳренине пула, хам кӑшт-кашт кӑна палланӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене ӑслӑ та хам манерлӗ ответлессине эпӗ вӑл вӑхӑтра манӑн тивӗҫӗм тесе шутларӑм; ҫапла, ҫук, кичем, савӑк тата ҫавнашкал ытти сӑмахсемпе кӗскен те уҫӑмлӑн ответлессине пысӑк намӑс вырӑнне хутӑм. — Ку тӗрӗс, — терӗ вӑл. Ӑнлансамӑр: ку вӑл хӗрарӑм укҫашӑн парӑннинчен те начартарах. Полковник питӗ вӑрӑм пӳллӗ те хытанка ҫын, тӗксӗм ӳтлӗ шуранка питӗнче пӗр юн пӗрчи те палӑрмасть, кашни ир вӑл яп-яка хырӑнать; ҫӳхе туталлӑ вӑл, шӗвӗр сӑмсин тӳрчӗ кӑшт мӑкӑрӑлса тӑрать, куҫ харшисем ҫӑра, тӗм-хура куҫӗсем шалта лараҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем ҫӗр шӑтӑкӗнчен пӑхнӑ пекех туйӑнаҫҫӗ. Унӑн панихида вӑхӑтӗнчипе ҫак тӗксӗм кунӑн кичемлӗхне сирсе ярас килчӗ. Брезент саппунсем ҫакнӑ темиҫе хӗрарӑм тӑваткал вакӑ хӗррипе пӑра пешнесемпе тӑрӑхла катӑксем туса каснӑ, унтан ӑна пӗр-икӗ пая касса вакланӑ та, вӗсене пакурсемпе ҫаклатса хӑма тӑрӑх шутарса кӑларнӑ. Хӑвах кайса пӑх-ха ҫавӑнта, мӗнле тумаллине лайӑхрах хытарса кӑтартса хӑвар. — Эсир киле каятӑр-и? «Никама та хӗрхенмелле мар! Арҫыннӑн, тенӗ вӗсем, аскӑн шухӑша тивӗҫтермелле, кунта вара ҫав шухӑша кансӗрлекен япала — ача ҫуратассипе ача ӗмӗртесси хутшӑнса кайнӑ. Ҫав чиркӗве хирӗҫ улпутӑн пысӑк ҫурчӗ капӑрланса ларатчӗ, унӑн йӗри-тавра тӗрлӗрен ҫуртсем, мастерскойсем, витесем, урапа-ҫуна сарайӗсем, мунчасем, вӑхӑтлӑх туса лартнӑ кухньӑсем, хӑнасемпе управляющисем валли туса лартнӑ илемлӗ ҫуртсем, чечек оранжерейисем, халӑх усӑ куракан чуччусем тата урӑх тӗрлӗ усӑллӑ та усӑсӑр ҫурт-йӗрсем ларса тухнӑччӗ. Ҫавӑн пек кирлӗ вӑл ухмаха… Ҫыхса пӑрахар та, унтан арманне вут тӗртсе хӑварӑпӑр; мӗнле ҫуннине хамӑрах пӑхса тӑрӑпӑр. — Кӑна эсир кӑтартса патӑр та ӗнтӗ, — терӗм эпӗ ӑна сиввӗн, унтан, драгун капитанне аллинчен тытса, пӳлӗмрен тухрӑм. — Шуйттан кӑна пӗлсе ҫитертӗр-и! Санӑн манпа пӗрле ҫавӑнта каяс килет-и, мана ҫав укҫана илме пулӑшас килет-и? Хӗл ларнӑ ӗнтӗ, ҫӗре шап-шурӑ юр хупӑрласа илнӗ, тӗллӗн-паллӑн кӑна Стара-планина тӑвӗн вӗҫлеке тӑррисем сӑнӑ вӗҫӗ пек шӑтара-шӑтара тухнӑ тейӗн. Комсомол окружкомӗ пулӑшӗ тесе шутлатӑп-ха, а йӗкӗте вара эпӗ ҫавӑратӑпах! Эпӗ ӑна кунта ҫырса кӑтартма тивӗҫ. Сире кунта кӑшт кичемрех пулӗ те, ҫапах сирӗнпе эпир туслӑ пурӑнӑпӑр-ха… Паллах ӗнтӗ, ку историе эпӗ питӗ кӗскен каласа паратӑп. Чӑнкӑ ҫырантан инҫех мар вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тӑпӑлтарса ӳкернӗ пысӑк чӑрӑш выртать. Гремячий Лог хуторне каҫ пулас умӗн ҫитрӗҫ. Ӗненетӗр-и эсир? — Ыйту ҫапла тӑрать: мӗн тума чӗнсе илчӗ-ха мана сирӗн комитет? Мӗнле хавас вӗсене ҫывӑрмасӑр ҫӳреме! Кунта килнӗ чух Стайкӑ Радӑна темле те йӑпатса хутне кӗме тӑрӑшрӗ, ӗнер ак вӗсем Бяла Черквана ҫитрӗҫ, пӗр-пӗринчен уйрӑлас ҫук тесе сӑмах пӗтерчӗҫ. — Эппин эсӗ ҫумаллисене анне патне ҫӗклесе пыр, вӑл ҫуса парӗ. Ӑнланма йывӑр, анчах пире тӗнчене шыв илнӗ тапхӑра куҫса кайнӑ пек туйӑнать. Макарушка, Майданниковӑн шуйттанӗ мӗнле янӑратать, э? — Пӗрне эсир калӑр эппин, тепӗрне сире эпӗ калӑп. «Ватӑ касӑҫӑ хӑйӗн ветеранӗсене кӑйкӑр пекех виҫсе ҫаврӑнчӗ, — вӗҫсе илет ун пуҫӗнче хӑпартлануллӑ шухӑш, хӑй вара ҫав вӑхӑтрах маттуррӑн тӑстарать: — Ик-кӗмӗш ҫурма ро-ота-а… Унтан ун ручкине Нагульнов илчӗ. Ӑшӑ, ҫепӗҫ эрешмен карти ҫемҫен те ӳркевлӗн карса илнӗ пек пӗтӗм ӳт-пӗве, ачашшӑн кӑтӑклаттарнӑн та чуна шалти савнӑҫлӑ кулӑпа тултарса лартнӑ пек. — Эсир тӗрӗс каларӑр пуль тесе хӑратӑп, — терӗ Риккардо. Пӗр татӑкне касса пар-ха мана. Ку хамӑн ӗмӗрӗмре юлашки хут кавлемелли порци пулать ӗнтӗ. Нумаях пурнаймӑп эпӗ. Часах мана леш тӗнчене кайма тивет. Акӑ мӗншӗн Хура Ура йӑхӗнчи индеецсен тепӗр йӑха е отрядсене кӗмелле пулнӑ. Рядовой салтак-пулемётчик пулса, Атӑл тӑрӑхӗнче вӑл белогвардеецсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ, Хусана ирӗке кӑларнӑ, унтан Колчака хирӗҫ паттӑррӑн ҫапӑҫса Ҫӗпӗрелле походпа кайнӑ ҫӗрте пулнӑ. Гальмало, инҫетелле каякан хура пӑнчӑ пек, хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе пырать. — Хуп ҫӑварна! — уретник ӑна хӑлха чиккинчен ҫапрӗ. Макҫӑм — менторла мӑнаҫлӑн, хӑравҫӑ хӗрарӑмран кулкалакан арҫынла, чалӑшшӑн кӑна пӑхса пырать. — Шӑп! — терӗ чиновник хӑвӑрт, ӑна пӳрнипе юнаса. Ну, аллуна хытӑ чӑмӑртатӑп. Юлашки, вӗренсе тухмалли, сочинени валли Лихо темиҫе тема пачӗ. — О, ҫӗр ҫинчи ирсӗр, шӑршлӑ япаласем! — тесе мӗкӗретчӗ вӑл. — Эпӗ тырӑ парса татни ҫинчен. Марийка мӗне пула тытӑнса тӑрать-ши? «Сибиряков» Беринг проливӗнче» — ку вӑл — теприн ячӗ! Турӑ сывлӑх патӑрах ӑна, вӑл мана ҫийӗнчех палларӗ; эп ун патне пырса тӑрсан, вӑл мана…». «Вӑл мӗн тӗрӗ?» Николайӑн сӑнӗ шурса кайрӗ, вӑл ун ҫине ачашшӑн тинкерсе пӑхса, хуллен кӑна:— Пӗлетӗр-и, эпӗ кун пек сӑмахсене пуҫласа илтетӗп… — терӗ. Пулас спектакль ҫавӑнпа та Бяла Черква халӑхне пит илӗртет. — Ӑҫтан пулнӑ вара пурте? Артур куҫне аллисемпе хупларӗ. Рада тата ытларах пӑшӑрханса ӳкрӗ. Пире ҫак ансат майпа шутлани Уйӑхӑн ҫулталӑкра вунвиҫӗ талӑк кӑна пулнине кӑтартса пачӗ. Тӑпра купаласа тунӑ пысӑк мар хӳтлӗхпе мӗнпур йывӑҫсене касса йӑвантарса тунӑ пӳлмеке никам та хуралламан, ку вара кунти ҫынсем ҫав тери тирпейсӗр пурнӑҫпа пурӑннине кӑтартса панӑ. Уҫӑпра темскер кочегарпа пит ҫывӑххи пурччӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах тата вӑл мана, кукаҫее, Петр Васильев кӗнекеҫӗне, Смурый повара аса илтеретчӗ, хам асӑмра хыттӑнах тӗрекленсе юлнӑ пур ҫынсене те аса илттерсе, вӑл унта хӑйӗн тарӑн тӗррине хӑваратчӗ, пӑхӑр чана тутӑхни ҫисе пынӑ пекех, вӑл ман асӑма кӗрсе пыратчӗ. — Пит тӗрӗс каларӑн: эпир ҫурҫӗр енчи ҫӗршывсен айӗнче Джемс Росс магнит полюсне тупнӑ вырӑнта, ҫитмӗл градус таврашӗнче пулнӑ пулсан, магнит йӗппи шӑпах вертикаллӑ тӑмаллаччӗ. — Сире мӗн, шел-им вара? — ыйтрӗ Павел. Ун хыҫҫӑн кӗлеткене патшан чаплӑ тумне тӑхӑнтартрӗҫ — ку тумтир пит хаклах тӑманнине эпир пӗлетпӗр, — Бенедикт пиччен куҫлӑхӗпе илемлетме те манмарӗҫ. Ҫӗр экваторӗн тӑршшӗ вара 40 пин километр. — Эпӗ, — терӗ Вильсон. — Асту, тӳрленейретӗн-и? — Харитонов ман сотньӑра вахмистр пулнӑ, — терӗ васкамасӑр Половцев. — Ҫӗр ҫитмӗл пин пӑтлӑскерне, йӑранти кӑшмана туртса кӑларнӑ пек, палтлаттарса кӑлартӑмӑр. Ку вӑл чыкансемпе ӗҫнӗ каҫ пулнӑ, ӑна пуҫараканӗсем — леш Петербургран килнӗ Сашка Б…, флигель-адъютант тата Д… князь, унтан вара ҫав мӑнаҫлӑ старик пулнӑ… Программӑна, паллах ӗнтӗ, вӑкӑрсем ҫапӑҫни те кӗчӗ. Туршӑн та, кайса пӗлтерместӗп. Вӗсен таврашӗнче, кресло ҫине тирпейсӗррӗн те янкӑсла кайса ӳксе, пӗр Диц штабс-капитан ҫех ларать. Каярахпа настоятель патне пырса ҫапла каланӑ: «халӗ эпӗ хатӗр. Тата вӑл санран ыйтма пуҫлать пулсан, ун ыйтусене хирӗҫ ан ответле. Паян вӗҫевсем пӗтнӗ пирки, пӗтӗм халӑх вӗсем хыҫҫӑн утрӗ. Атте хулпуҫҫипе тӗртсе ячӗ — вӗсем айккинелле сирпӗнчӗҫ, пӗр городовойӗ хӗҫне кӑларчӗ. Пӗлмелле мар парне Техасра дуэль вӑл — тӗлӗнмелле япала мар. Вӑл лашине шпорӗсемпе тӗртнӗ те малалла кайнӑ. Унсӑрӑн ҫӑра уҫҫисемшӗн мана лӑскама тапратӗҫ. — Хм!.. Тӑхӑнтарт-ха, Елдырин тӑванӑм, мана шинеле… Ҫил вӗркеме пуҫларӗ… Нина Капитоновна та, мана кӑларса ярас тесе, кӑшкӑрашрӗ. Эпир вилӗмле хӑрушлӑха — Марс пӗтсе пынине — пӗлетпӗр. — Ун ӗҫӗ пулчӗ ку! — Моцарта юрататӑр-и? Эпӗ хам алпа персе пӑрахрӑм сан Дингуна. Тӗллӗн-тӗллӗн вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлса, пӗр ҫирӗм ярдра тенӗ пек параллельлӗн пынӑ, унтан каллех пӗр-пӗрне тата-тата кайнӑ. Ман ҫан-ҫурӑм хавассӑн ҫӳҫенсе чӗтресе илчӗ. — Юрать… — ответленӗ ашшӗ. Италие ҫаврӑнса ҫитнӗ хыҫҫӑн Марко Поло нумай пурӑннӑ, ҫав хушӑра вӑл пысӑк кӗнеке ҫырнӑ. Кӗнекинче Поло ун чухнехи Китайра ҫынсем мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панӑ. Ҫак тӗлӗнмелле ҫул-йӗр пире ҫӗр чӑмӑрӑн питех те илемлӗ вырӑнне илсе тухрӗ. Лампӑна сӗтел ҫине лартрӗ те, пӳлӗм варринче шухӑша кайса тӑрса, ман ҫине пӑхмасӑрах калаҫма тытӑнчӗ: — Ну, мӗн-ха ӗнтӗ? Давыдов, ним тума аптранипе, аллине сулчӗ, кепкине ӗнси ҫинелле шутарса лартрӗ, унтан ҫапла хуравларӗ: — Хӗрӗ эсӗ япшарскер, сӑмах та ҫук. Тепӗр тесен тата — ӑна эпир сире хӑвӑр пата пырсан сунӑпӑр… Вӑл ытла мӑнтӑр-и санӑн? Ҫавнашкалах, радио пилот хӑлхине илсе пыракан уйрӑм сасӑсене те опытлӑ ҫын ҫеҫ уйӑрса илме пултарнӑ. Ӑсран тайӑлни! Гек Финн негра ирӗке тухма пулӑшнине пурте пӗлеҫҫӗ вара; енчен эпӗ хамӑр хуларан кама та пулин курсан, намӑсланнипе унӑн аттине те тытса ҫуллама хатӗр пулатӑп пулӗ. Унтан вара:— Сывлӑр, — терӗ вӑл мана. — Мӗншӗн-и? «Ак тамаша! — Телейлӗ вара эс, туршӑн та! Лось сӑмса тутри кӑларчӗ, кайӑка сулкаласа саламлама пикенчӗ. «Ан мухтӑр-ха шуйттан илесшӗ ҫанталӑка, Иван Иванович! Командирсене ӗненнӗ вӑл, вӗсем мӗн хушнине чунтан парӑнса, пӗр хирӗҫмесӗр туса пыма хӑнӑхнӑ, пур ҫӗрте те вӗсемшӗн тӑрӑшма хӑнӑхнӑ, — кирлех пулсан, вӗсен пурнӑҫне ҫӑлса хӑварассишӗн вилме те хатӗр пулнӑ. Эсӗ телейсӗр, килӗшетӗп, анчах та… Ула-чӑла кӗпине турткаласа илсе, вӑл пӳлӗмелле иртрӗ те пӳрт ӑшчиккине тинкерсе ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн:— Пурлӑх хутшӑнман курӑнать сирӗн, анчах кӗнекесем нумайланнӑ — чӑнах! — терӗ. Андрей хайӗн алли ҫине Марийкӑн куҫҫулӗ тумланине туйрӗ, — хӑйне ҫунтаракан ҫил питрен ҫапнӑпа пӗрех пулчӗ ку. Кунта пирӗн купецсем вӑрман касма илчӗҫ, — турӑ пӗлет ӗнтӗ вӗсене, пӗтереҫҫӗ ращана, кантур туса лартрӗҫ, турӑ пӗлет ӗнтӗ вӗсене, унта эсӗ тӗнӗл тума пама пултаратӑн, е хатӗррине туянӑн. Ромашов васкаса, йӑлт ачалла, хӑна пӳлӗмнелле ваштӑр тапса сикрӗ. Калаҫу чарӑнать. Базаров сасартӑк ахӑлтатсах кула пуҫларӗ. Лаши, ют ҫын алли турткаланине юлхавлӑн пӑхӑнса, пуҫне мӑнаҫлӑн каҫӑртрӗ те ӗшеннӗ кайри урисене сӗтӗрттерсе, вите еннелле утрӗ. Ҫав вӗрентӳпе австриецсен пусмӑрӗнчен ирӗке тухас ӗмӗт хушшинче пӗрлӗх пуррине курмастӑп эпӗ. Лӑпкӑн киле-киле вӗрекен ҫил телеграф таврашӗнчи типе пуҫланӑ юман ҫулҫисене шӗлтӗртеттере-шӗлтӗртеттере илчӗ, паруссене карӑнтара-карӑнтара ячӗ, хум ҫӗклерӗ. Ир енне ҫеҫ вӑл кӑштах тӗлӗрсе кайрӗ, анчах унӑн ҫӑмӑл ыйхине салхуллӑ тӗлӗксем кансӗрлерӗҫ. Анчах та сасартӑк ун пуҫне шухӑш килсе кӗчӗ, бомба чуласа килет те акӑ, пӳрт тӑррине шӑтарса кӗрсе, мана вӗлерет, терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Ватӑларах пырсан, вӗсем вара е лӑпкӑ улпутсем пулаҫҫӗ е ӗҫке ерсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне ӑна та, кӑна та кӗтме пулать вӗсенчен. Санӑн тумтирне ҫуса тасатмалла пулать. Эпӗ нумай лашапа ҫӳретӗп. Хырӑмпа шуса ҫӳрекен ҫынсем текех кирлӗ мар! Упа ҫывӑхах пырать. — Чӗнместӗн-и, выльӑх? Гленарван хӑйӗннех перет, нимӗн каласа та ӳкӗте кӗмест. Пӗтсен те, хуть мӗскер пулсан та, хӑй пӗтесшӗн. Хӑш чухне аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе капюшон тӑхӑннӑ пуҫӗ хыҫне тытрӗ. Ан шарла теҫҫӗ сана! Ан шарла!.. — Мӗншӗн эсир малалла вӗренмерӗр вара? — тесе ыйтать унран Тоня. Ҫуртрисене кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ ҫӗр ҫине кӑна акаттӑм, ҫӗртмесем манӑн яланах малти вырӑнта тӑратчӗҫ. Ку вӑл килет… — Ах, ҫырлахтӑрах, миҫе ҫулта вара эсӗ? Доклад пӗтсенех сӗтел хушшинчен коллектив отсекрӗ Сиротенко тӑчӗ. Ҫирӗммӗш ҫулта эпир унпа пӗрле Донецки округри пӗр вулӑсра кулаксен восстанине путарнӑ ҫӗрте пултӑмӑр. Икӗ эскадрон тата ЧОН атакӑна кайнӑччӗ. — Ах, ылтӑн ҫын-ҫке эсир! — терӗ Марья Николаевна ассӑн сывласа, — ытлашши ывӑнтармӑп, сӑмах паратӑп сире. Хваттерти пӗтӗм пурлӑх малтан ҫавӑн пулнӑ, халӗ ӗнтӗ Марья Васильевнӑпа Катьӑн. Вӑл чӑннипе хӑйне пӗччен ларма кансӗрлесрен шикленчӗ. Ҫынни вӑл ҫӳлӗ те кӑмӑллӑскер, куҫлӑхпа ҫӳрет, кӑштах чалӑшшӑн пӑхать, аяккинелле пӑхса темӗн урӑххи ҫинчен шухӑшланӑ пек туйӑнать. Ниме пӑхмасӑр, нимӗн уяса тӑмасӑр тепӗр ҫынна вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнтарма та питӗ хытӑ хуйхӑртма пултарни калама ҫук ырӑ пулас — эпӗ вара Зинаида аллинче ӑвӑс пекех ҫемҫеччӗ. Вӑл хӑйне лӑпкӑн тытса, васкавлӑ ӗҫпе кайни ҫинчен пӗлтерчӗ, унтан ӑшӑтмалли трубасем ҫывӑхнерехри кресло ҫине ларчӗ те вулама пикенчӗ. Павка Тоня ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. «Ҫук, кун пек ҫӗршыва никам та, нихҫан та ҫӗнтереймӗ! — хавассӑн ҫӗкленсе шухӑшларӗ вӑл. Кӑмакаран турттарса сутмалли ҫӑкӑра кӑларсан, эпӗ вӑрӑм хӑма ҫине вунӑ-вуникӗ кулач ҫаврашкине хуратӑп та, вӗсене васкасах Деренков лавкине илсе каятӑп, каялла тавӑрӑнсан вара икӗ пӑт кӗрекен корзинкӑна булкӑсемпе, сдобнӑйсемпе тултарса духовнӑй академине, студентсем ирхи чей ӗҫиччен ӗлкӗрме васкаса чупатӑп. — Хӑйсем илсе каяҫҫӗ — ответне те хӑйсемех тытӗҫ! — хӑрӑлтатса илчӗ завхоз. Ҫав ҫулхинех Амстердам утравӗсене тупса панӑ Фламинг хӗвелтухӑҫ енчи ҫырантан Сван-Ривер шывӗ юхса тухнине курнӑ. Артём авланчӗ — пӗр сӑмах шарламарӗ, сан ҫинчен калаҫмалли те ҫук ӗнтӗ. — Эс ун патне тепре ҫыр. Любавка… Фургона Айртон урӑх ниҫта та мар, шӑп кӑна ҫак кӗпер патне илсе килчӗ. — Мӗншӗн тесен ҫил вӑл енчен вӗрчӗ, тӗтӗм шӑрши сисӗнчӗ: ял инҫере марри паллах, — терӗ. Эсир питӗ те нумай сӳтсе яватӑр, анчах сирӗн ӑс сахал, эсир — халсӑр, ҫитменнине — пурте хӑравҫӑ тата! Анчах ытлашши савӑнниех те пулмарӗ; Клюбер господин «Хамӑр юратнишӗн!» Калама ҫук ҫилӗллӗ пичче аллисемпе хӑвӑрт сулнине эпӗ юлашки хут куртӑм пулас; эпӗ куҫа хупрӑм. Секретарь суд определенине вулама тытӑнать. Сарса хур эс ӑна хӑвӑн умна, унтан ун тупсӑмӗ ҫинчен лайӑх шухӑшла. Вӑл Горевӑна Мария Терезӑн будуарне, ҫывӑрмалли тата тумланмалли пӳлӗмӗсене кӑтартма тытӑнчӗ, Австри династийӗн икҫӗр ҫул хушшинчи юрату енӗпе туса пынӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсем ҫинчен хӑвӑрт та йӗркеллӗ кала-кала кӑтартрӗ. Вӑл маншӑн эпӗ хам шутланинчен те ытларах савӑнчӗ. Эпир вӗт шӑнсах вилетпӗр! Вӑл нимӗн калама аптрарӗ. Правительствӑна ӳкӗтленинчен усӑ пулас ҫук. Пӗррехинче, чылай вӑхӑт уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн кӑнтӑрлахи апата таврӑнсан, хам пӗчченех апатланмалла пулнине пӗлсен, эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм; атте таҫта кайнӑ иккен, аннӗҫем чирлесе ӳкнӗ, вӑл апат ҫиесшӗн мар, хӑйӗн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗнче питӗрӗнсе ларнӑ. Ирӗк илес кӑмӑл унӑн ӳссех, ҫирӗпленсех пынӑ. — Драницкая графиня ку, — кӳмене кӗрсе ларнӑ май пӑшӑлтатрӗ Христофор атте. О, килсем часрах ман пата. Анчах кусем — шухӑшӗсем кӑна-ха, шухӑшӗсем хыҫӗнче вара сӑмахна каласа пама май килмен япала, вӗсене ҫуратса тӑрантарса тӑраканни, пурӑнӑҫри явленисене астуса пӑхма хушаканни, вӗсенчен кашнинченех: мӗншӗн? — тесе ответ ыйтаканни тӑрать. Тӑхтасам минутлӑха… Вӑл хӗре хирӗҫ кӗтсе илме тухнӑ та, хӗрӗ шурса кайнинчен, сӑнӗ-пичӗ улшӑннинчен тӗлӗнчӗ. Эпӗ ӑна йӑпатма тытӑнсан, вӑл куҫҫулӗпе чыхӑнса, шӑппӑн каларӗ: — Тӑхта-ха… эпӗ ӑна пуҫӗнчен кирпӗчпе парсан… курӗ вара! — терӗ. — Ҫитет сӳпӗлтетме! Эпӗ аптрасах ӳкрӗм вӗт, вӑл мана каплипе анкӑ-минкӗ ҫын вырӑнне хума пултарӗ. Вӑл, акӑ, кӳршӗ хӗрарӑмӗнчен чечексем ыйтса илчӗ, сан пӳлӗмне илемлетсе парасшӑнччӗ. «Тупра» памаҫҫӗ, порта хупнӑ, шторм тӑхӑр балла ҫитнӗ. Мӑшӑрӑм ҫывӑрать, аллине питҫӑмарти айне хунӑ вал, хитре те ӑслӑскер, темшӗн вӑл мана ӗмӗрлӗхех юратса пӑрахрӗ. — Эсир ҫыхӑннӑ пулсан, манӑн урӑх каламалли нимӗн те ҫук, — терӗ Мартини ывӑннӑ сасӑпа. Вӗсем ҫӗрӗпех ӗне ҫинчен тавлашрӗҫ. Брузжак часах чӗнмерӗ. Пуҫӗ ҫинчи пӗркенчӗкне сирсе ывӑтнӑ хыҫҫӑн, Андрей, нимӗн тума пӗлми тарӑхнипе тата ыратнипе антӑхса кайса, кӗсйинчен наганне туртса кӑларчӗ. Тен, пирӗн хутортан, эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн ӑна? Ывӑлӗн сӑмахне пичетленӗ ҫӗре хутшӑнма май пурри амӑшӗн кӑмӑлне ҫӗклерӗ те, вӑл:— Апла пулсан — эпӗ кайӑп, — терӗ. Ҫакнашкал ҫӑмӑлпа ҫӳремешкӗн эпӗ тахҫанах ӗнтӗ улт-ҫич ҫулхи пысӑках мар ӑйӑр туянса янӑччӗ, вырӑнти палӑрсах тӑман йӑхранччӗ вӑл, анчах ӑна ӗлӗкхи хуҫи, уесри ҫӗр виҫекен, питӗ юратса та тимлӗн пӑхса ҫитӗнтернӗччӗ. — Кансӗр-и, э? Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — Питӗ аван, — терӗ майор. — Псалтирь вӑл — турӑ кӗнеки, апла пулсан та, ҫапах Давид патша Псалтирьшӗн турӑран каҫару ыйтнӑ. Ку вӑл Ҫӗр чӑмӑрӗнчен Меркурий пысӑкӑш ҫирӗм шар касса кӑларма май пуррине пӗлтерет. Анчах кӗпер тусан, вӑл вӑйсӑрланнӑ. — Эсир тен, вӑл Уорда ҫӗнтерме пултарать, тесе те калатӑр? — ҫиленнӗ Келли. Сире Наталья Фоминишна чӗнет… Малалла тата Александр Владимирыч ҫапла каларӗ: помещике хресчен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшмасан ҫылӑх пулать, юлашкинчен тата, тӗрӗссипе сӳтсе явсан, вӗсене усӑллӑ пулни те, пире усӑллӑ пулни те пӗр пекех вӑл: вӗсене лайӑх-тӑк — пире те лайӑх, вӗсене усал тӑк — пире те усал… — Епле мӗншӗн пултӑр? — терӗ Гинка, — кунта пытанма меллӗ, ҫавӑнпа килеҫҫӗ. Ҫавӑнпа вӑл мана урӑх ыйтусем те чылай пачӗ, эпӗ вӗсене хирӗҫ ӑслӑ ответсемех патӑм. Эпӗ эсир ҫав плансене пӗлнипе пӗлменни ҫинчен ыйтмӑп: ҫавӑн ҫинчен сире паллӑ пулсан та, эсир мана ҫав вӑрттӑнлӑха уҫса парас ҫуккине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Ачи ашшӗ вӗрентекен уроксемпе ҫӳҫ пӗрчи тӑршшӗ те малалла каяйманнинчен ним чухлӗ те тӗлӗнмелли пулман. Ҫул аяккисемпе аслати ҫапса ватнӑ ватӑ хурӑнсем ман пуҫ тӑрринелле йӗпе турачӗсене карӑнтарса лараҫҫӗ; сулахай енче, сӑртран аялта, хура Атӑл тӗлӗнче, юлашки пароходсемпе баржӑсен мачтисем ҫинчи сайра ҫутӑсем, тӗпсӗр шӑтӑкалла анса кайнӑ пек, ярӑнса пыраҫҫӗ, шыв сийӗпе ураписем шампӑртатса пыраҫҫӗ, кӑшкӑртнисем илтӗнеҫҫӗ. Вӑл хӑй патне ҫырманшӑн, шыраманшӑн мана питӗ хытӑ ятлать… Эпир таврӑнтӑмӑр ав. Ун хыҫҫӑн икӗ куҫупа та астуса тӑр, вӑл нимрен те йӗрӗнсе тӑмасть, ӑна пурте юрать: пӗр кӗрепенке пек пӑта-и, пӗр вунӑ кирпӗч-и, пӗр михӗ известка-и — пурне те туртать! Тинӗс хумӗсем шавласа ҫыран хӗррисене пырса ҫапӑнаҫҫӗ, — шывӑн ҫӑмӑл кӑпӑкӗсем пӑртак ҫил вӗрнипех ҫӗкленсе каяҫҫӗ, хӑш-пӗр сирпӗнчӗкӗсем манӑн питӗмех пырса лекеҫҫӗ. Эсӗ ху мӗн тӑвас килнине, тума май ҫук пек туйӑнакан ӗҫе тума пултаратӑн пулсан — усӑ кур вара, чунӑм, киленичченех! Куҫсем тӗттӗмленсе килчӗҫ… Сӑмах та ҫук, ҫаппа тумалла. Чарӑнӑр! Либераллӑ купец тени — кашкӑрпа сыснаран хутшӑнса пулнӑ йӑх. Шубин тӗрӗссине каларӗ: Елена туйӗ ҫинчен кӗтмен ҫӗртен пӗлтерни Анна Васильевнӑна кӑштах вӗлерсе пӑрахмарӗ. «Пӗлесчӗ ман, кам шуйттанӗ вӑл, ман ҫӳҫ тӑпкине тӑпӑлтарса кӑларатӑп тесе мухтанаканни? — хуллен ҫеҫ мӑкӑртатса илчӗ Левко; пӗр сӑмах та илтӗнмесӗр ан юлтӑр тесе, вӑл мӑйне тӑссах итлеме тытӑнчӗ. — Эпӗ сире, Елена Николаевна, — калаҫма пуҫларӗ вӑл чылайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — сирӗнпе калаҫса пӗлме, ӑнланмалларах каласан, сиртен ыйтса пӗлме чӗнтӗм. — Спасибо, Аркаша, — шӑппӑн каларӗ те Николай Петрович, унӑн пӳрнисем каллех куҫхаршисем тӑрӑх тата ҫамки тӑрӑх ҫӳреме пуҫларӗҫ. Юргин кӗсйинчен ҫулу тума тесе пуҫтарса чикнӗ рашпиль хуҫӑкне туртса кӑларчӗ. Боецсем ҫине пӑхса илсе вӑл унпа вут чулне чӑнк! тутарса илчӗ. Уйрӑмӑнах палатӑри ҫынсене татӑк хӳреллӗ, чӑрсӑр та ҫивӗч ҫерҫи кӑмӑла кайрӗ, — хӑйӗн хӳрине те вӑл хӑй ҫапӑҫма юратнӑ пиркиех ҫухатнӑ пулмалла. — Чӑнлӑхпа ӑс-тӑн ҫулӗсем тӑрӑх утакан ачасем пурин патне те юрату илсе пыраҫҫӗ, пурне те ҫӗнӗ ҫанталӑк тӳпине витеҫҫӗ, пурне те сӳнми вутпа ҫутатаҫҫӗ, вӑл вут — чӗререн тухса тӑрать. Валеҫессе вӑл хӑвӑрт та типтерсӗр валеҫет, темӗн пирки пӑлханать пулас, тирпейсӗр ҫын пек курӑнас тесе ҫеҫ ҫапла хӑтланать пулас вӑл. Е, те, чей кирлӗччӗ? Поляр ҫывӑхӗнчи парсем йышӑнакан темӗн анлӑш вырӑн ҫийӗнчи шыв пырӗсен кондевизацине пула кунта питӗ вӑйлӑ сывлӑш юхӑмӗсем пулаҫҫӗ. Пурте вӑранчӗҫ, тапранчӗҫ. Юрлани, сӑмахлани, кӗрлени илтӗнчӗ. — Кала — ҫылӑхлӑ тесе! Хам та кӗтмен ҫӗртен эпӗ:— Просвирсем вӑрларӑм! — тесе персе ятӑм. Мӗне пӗлтерет-ха ҫак ӑшшӑн кулакан, пиллекен тӳпе, ҫак телейлӗ, сас-чӳсӗр каҫ? Вӑл факт, сӑмах пани мар. Герцогпа Дофин Ик-виҫ кун та ик-виҫ ҫӗр иртрӗ пулас, канлӗн те лӑпкӑн, нимӗн сисӗнмесӗр шуса иртрӗҫ вӗсем. Вӑл инкек пуласса сиснӗ пек асапланма пуҫларӗ. — Мӗнле кӑлтӑк? — ыйтрӗ Симурден. — Сывлӑх сунатӑп, Саня! Пирӗн мӑн асаттесем ҫавӑн пек тӗттӗм тӗрмесене, виле шӑтӑкӗсене, чул михӗ тесе ят панӑ. «Мӗн хӑратса тӑратӑр вара эсир мана? Вӑл сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ун чухне пӗлмен-ха. Вӑл каларӗ. Анчах Иван Никифорович, килӗнчен ҫакнашкал инҫе ҫула тухса кайнинчен хӑраса, ҫакнашкал шикленмелли асап тӳссе ирттернипе, килне кайма тесе алӑкран хӗсӗнкелесе тухнӑ май: «Ан чӑрманӑр, эпӗ кӑмӑлласах…» терӗ те, алӑка хупса хӑварчӗ, пӗтӗм присутствири ҫынсем тӗлӗнсех ларса юлчӗҫ. — Намӑс пулса кайрӗ мана, — тенӗ Фома, пуҫне усса. — Ку ӗҫ укҫа таврашӗпе ҫыхӑнса тӑрать-и?.. Июлӗн 6-мӗшӗнче вӑл кӑнтӑралла ҫул тытать те ултӑ эрнерен Вангвеулу ятлӑ пысӑк кӳлӗ хӗррине ҫитет. Анчах ҫав май Огнянова шӑпа хӑйне тӑрӑхланӑ пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл стена ҫумӗпе йӑпшӑнса алӑк патнелле иртрӗ, хӑнасен пуҫӗсем урлӑ унӑн хулпуҫҫийӗсем курӑнаҫҫӗ. Огнянов игумена сывлӑх сунчӗ. — Татаринов капитан-и? — тӗлӗнсе кайса, тепӗр хут ыйтрӗ вӑл. Пурте азотея ҫине улӑхсассӑн тин Кассий Кольхаун хӑй мӗн шухӑшланине палӑртнӑ. Эсир мана хӑтарасшӑн эппин? Анчах икӗ страница та вулама ӗлкӗреймерӗм, вӑл мана алӑран кап! тытса вулама чарчӗ. 56 теҫеттинран 56 ҫӗр юлать, тата тепӗр 56 ҫӗр, унтан 56 теҫетке, тата тепӗр 56 теҫетке те 56 хут пиллӗк», — тенӗ вӑл. Алексей те хӑйне ҫынсемпе тытма пӗлмест, кӑшкӑрать, сӑлтавсӑрах вӑрҫать. Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче, тимлӗ те пӑртак шиклӗрех курӑнакан сӑн-питӗнче, улшӑнса тӑракан таса куҫӗсенче, ирӗксӗртен кулнӑ пек кулнинче, лӑпкӑ та пӗр тикӗс мар сассинче темле ҫилӗллӗ кӑмӑл, электричествӑлла хӗм, сасартӑк килсе тухакан темле васкавлӑх палӑрать, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те килӗшсех кайман тата хӑшпӗрисене шиклентерекен паллӑ пур. Грассини Джемма патне синьора Боллӑран «Ҫамрӑк Итали» мӗнле пуҫланса кайнин историне пӗлесшӗн пулнӑ француза ҫавӑтса пырсан, парламент членӗ Италин чӑнах та кӑмӑлсӑр пулма сӑлтавсем пуррине ӗненсе, хӑйӗн вырӑнӗнчен тӑрса кайрӗ. Вӑл пан Радецкая пансионӗнче ватӑ хӗр Клапс ертсе пынипе пит ӑста вӗренсе ҫитнӗ пьесӑна калать. Юлашкинчен пӗрремӗш батальонӑн тӗп пайӗ пит йӗркеллӗн килсе ҫитрӗ; ӑна Яхно хӑй ертсе килчӗ. Пуҫлӑхсем пыриччен ун патне никама та яман, алӑк патӗнче хуралта — чикӗри красноармеецпа комсомолец тӑраҫҫӗ. Чи япӑххи акӑ мӗн пулнӑ: Алексей аллисене урисенчен вӗҫерчӗ те хӑй тӑма пултарайманнине ӑнланчӗ. Астӑватӑн-и эс Володьӑна? Вӑл Николай Антоновиччӗ. Ҫапла вара ҫак ҫурма официаллӑ каҫхи апатра мӗн ҫинчен калаҫнисене эпӗ пӗр сӑмахне те ӑнланса юлаймарӑм. Эпӗ хамӑн пичче пӗр чарӑнмасӑр калаҫса ларнине анчах пӑхса лартӑм. Ҫавӑнпа халь сана валли пӗр май ҫеҫ юлать, — санӑн ыттисемпе пӗр танах ҫӗнӗрен кӗмелле пулать, — терӗ Туфта нимӗн хирӗҫлеме паман сасӑпа. — Хам епле йӑнӑшнине Соколов мана халь кӑна каласа пачӗ, вилес пек хама тарӑхса ҫитрӗм… — Туршӑн та, сударь, сухал хырма кайнӑччӗ, шыв хӑвӑрт юхать-и тесе анчах пӑхрӑм. «Эпӗ ӗлӗк шухӑшланисем: юрату та, хӑвна ху хӗрхенменни те, Лукашка та — пурте пустуй япаласем. Ӑна тата аҫа кушака ҫеҫ пӗтӗм хваттер тӑрӑх утса ҫӳреме ирӗк панӑ; хурӑн таса мар шпалерлӑ пӗчӗк пӳлӗмӗн алӑкӗ урлӑ каҫма та ирӗк пулман. Хавронья Ивановна таҫта картишӗнче пӗчӗк сарайра пурӑннӑ, ҫавӑнпа вӗренӳ вӑхӑтӗнче ҫеҫ курӑнкаланӑ. Тен, ӑна чӑнах та кансӗрччӗ пулӗ, мӗншӗн тесен, хӗрсем унӑн гимнастерки тӳммине вӗҫертсе ун ӳчӗн сулахай пайӗ хӗп-хӗрлӗ курӑннине асӑрхарӗҫ. Хӗрачасем пирӗн ӑнланӑва тӗшмӗртейместчӗҫ, пирӗнпе хӗрачасем хушшинчи мораллӗ уйрӑлӑвӑн тата эпир вӗсем ҫине йӗрӗнерех пӑхассин тӗп сӑлтавӗ шӑпах ҫакӑччӗ ӗнтӗ. Ик-виҫ кун хушши управо тӑрринче тӑван хӗрлӗ ялав вӗлкӗшет, анчах часть тухса каять те хулана каллех тӗксӗм тӗс ҫапать. — Ачасем валли — пурнӑҫ, вӗсем валли — пӗтӗм ҫӗр!.. — Икӗ вӗрлӗк урлӑ темиҫе турат хурсан. — Аван-и, мадемуазель Туманова. — Пушӑ-и? — тесе ыйтрӗ кӗскен ҫамрӑк капитан. Ача нимӗн те чӗнмест. Вӑл пуҫне чиксе, ухмах пекех тӑрать. — Мӗнех вара, Кандов, эсир те мӗн те пулин каласа хаваслантарӑр эппин мана, — йӗплесе ыйтрӗ Огнянов, студента йӗрӗнсе пӑхса. — Тем пекехчӗ! Тӗлӗнмеллисем тӗл пулкалаҫҫӗ. — Эпӗ нихӑҫӑн та ӳпкелешсе питлемӗп сана, кикам тӗлӗншпе те кӗвӗҫмӗп… — Пит аван вырнаҫнӑ, — терӗ ӑна Джон. — Хӑйсене вӗсем унта килти пекех туяҫҫӗ. Вӑл революцие е монархие хирӗҫ кӗрешнӗ-и, республика янӑ делегатсемпе е герцогсемпе пэрсене, корольсене хирӗҫ ҫапӑҫнӑ-и, е хут укҫасем кӑларнине, тӑвар налогӗсене хирӗҫ кӗрешнӗ-и, корольшӑн е короле хирӗҫ вӑрҫӑ ҫӗкленӗ-и, — ку пурпӗрех вырӑнти пӑлхавҫӑсем центра хирӗҫ вӑрҫни пулнӑ. — Юрӗ, хӑҫанне калӑп эпӗ сана. Эпӗ Касьян ҫине тӗлӗнсе пӑхса илтӗм. Полицейски шӑхӑртрӗ, тӗттӗмре пӑхӑр тӳмесем ҫутӑла-ҫутӑла илчӗҫ, урасем айӗнче пылчӑк лачӑртатрӗ, ҫурт тӑрринчен ҫаплах юрӑ илтӗнчӗ: Эпир тетелсене типӗ ҫыран тӑрӑх, Купца килӗ-ҫурчӗ ҫумӗпе каратпӑр. Унӑн Хӗвел ҫутине ӳкерекен хӑвачӗ Уйӑхран ултӑ хут вӑйлӑрах. — Ха-ха-ха! — Епле? — Каях хутора, кайран вӗҫне-хӗрне тупӑпӑр, — хушрӗ Давыдов. ҫӑмӑллӑн сывласа ярса. … Хӗҫпӑшалсем пурне те кирлӗ пулнӑ — приключени шыракансене те, фортунӑри салтаксене те, Америкӑн социалисчӗсене те, анархистсене те, Мексикӑран тарса килнӗ ҫынсене те, баршинӑран тарнӑ батраксене те, нухайкӑпа хӗртнине чӑтаймасӑр тарма Кэр д' Апенран тата Колорадӑран тарнӑ рудокопсене те хӗҫпӑшал кирлӗ пулнӑ; ҫак халӑх пурте тӑшмана тавӑрас ҫулӑмпа ҫунса ҫапӑҫӑва хатӗр пулнӑ — вӗсем хальхи кӑткӑс тӗнчере вӗресе ҫавӑрӑнса тӑракан кӑпӑк евӗр пулнӑ. Амӑшӗ куҫ харшине ҫӗклентерсе итлерӗ, унӑн сӑн-питӗнче савӑнӑҫлӑн тӗлӗннине палӑртакан ҫемҫе кулӑ вылярӗ. Софьйӑшӑн ку таранччен ытлашши пек туйӑннӑ йӑласем — хыттӑн, янӑравлӑн калаҫасси, хӑйне вӑшт-вашт тыткаласси халӗ унӑн калавӗн вӗри те тикӗс юхӑмӗнче путса ҫухалнине туйрӗ вӑл. Амӑшне каҫхи шӑплӑх, ҫулӑм выляса тӑни, Софьйӑн сӑнӗ кӑмӑла кайрӗ, анчах пуринчен ытла ӑна арҫынсем ҫав тери тимлӗн итлени килӗшрӗ. Вӗсем, калавӑн лӑпкӑ юхӑмне пӑсасшӑн мар пулса, хӑйсене тӗнчепе ҫыхӑнтарса тӑракан ҫутӑ ҫипе татасран хӑранӑ пек, ним хусканмасар итлесе ларчӗҫ. Август пӗтмӗшӗнче атте кӳршӗсем патне каллех ҫӳреме пуҫларӗ те эпир (Володьӑпа иксӗмӗр) Мускава ыран тухса каятпӑр тенӗ кун хӑй Авдотья Васильевна Епифановӑна качча илесси ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах Таня ҫинчен нихҫан та усал калаҫмастӑмӑрччӗ; нихҫан та пӗри те ӑна пирӗнтен, алӑпа сӗртӗнме мар, ҫӑмӑл шухӑшлӑ шӳт те каласа курман. Нимӗҫсем кун пек сӗмлӗхе килсе кӗрес ҫук! Ӑҫта ман ачасем? Ромашов тум витӗр унӑн чӗрӗ, нервӑллӑ ӑшшине туйса илчӗ те, тарӑннӑн сывлӑш ҫавӑрса ярса, куҫне хӗссе лартрӗ. Ку класра сахалтан та вунӑ ушкӑн шутланать: тӳрӗ ҫунатлисем (шӑрчӑксем тата ыттисем те); ала ҫунатлисем (кӑткӑ арӑсланӗсем, ӳпресем); ҫурхах ҫунатлисем (пыл хурчӗсем, сӑпсасем, кӑткӑсем); ункӑ ҫунатлисем (лӗпӗшсем); ҫурма хытӑ ҫунатлисем (цикадӑсем, пӑрҫасем); хытӑ ҫунатлисом (ӗне нӑррисем, пӑхӑр тӗслӗ нӑрӑсем); икӗ ҫунатлисем (вӑрӑмтунасем, шапасем, москитсем — кӑнтӑрти ӳпресем); сарлака ҫунатлисем (стилопссем); юн ӗмсе пурӑнаканнисем (сӑвӑссем); чи ансат кӗлеткеллӗ кӑпшанкӑсем. — Анчах мӗншӗн-ха, сеньор, мӗншӗн? Ҫав ҫынсемех-ҫке унччен пӗр-икӗ эрне маларах кӑна хӑйсем патне апостол пырать тенине илтсен, ӑна чи хаклӑ хӑна вырӑнне хурса, хапӑл туса кӗтсе илнӗ. Эпӗ ун умӗнче ним чӗнмесӗр, ҫухалса кайнӑ пек пулса, ӑна пит те хӗрхенсе пӑхса тӑтӑм. — Кунти ҫанталӑкӑн… ҫын кӑмӑлне улӑштарас йӑли пур. Пусма картлашкисем ҫинче ҫутатакан хунар ҫутисем арча хуппи шӑтӑкӗсенчен кӗнӗ, ҫавсенчен пӗрин витӗр такам пӑхнине Иманус асӑрхаса илчӗ, вӑл ӑна пистолетпа хӑвӑрт тӗллерӗ те курокне вӗҫертсе ячӗ. Вӗсем те, негрсем те мӗн тери хурланса куҫҫуль юхтарнине нихҫан та манайрас ҫук эпӗ, халӗ те куҫ умӗнчех тӑраҫҫӗ вӗсем. Ку суту-илӗве кӗҫех тӗрӗс мар тесе йышӑнасса тата ҫавӑнпа негрсем пӗр-ик эрнеренех кунта каялла таврӑнасса шанман пулсан, эпӗ чӗнмесӗр тӑмастӑм, ултавҫӑсем ҫинчен кайса пӗлтереттӗмех… Ҫамрӑкки ҫухаллӑ кӗпе тӑхӑннӑ, хӳхӗм мӑйӗ тавра ҫӑмӑл кӑна пурҫӑн тутӑр явӑнса тӑрать. — Хӑрушлӑх пулать. Ҫилӗм шӑршипе тулса ларнӑ шӑтӑкра эпӗ ик-виҫӗ сехет хушши аран-аран тӳссе, вараланчӑк стенасем тӑрӑх кӑпшанкӑсем упаленсе ҫӳренине пӑхкаласа ларса ирттереттӗм. Мӗн тӑвас-ха манӑн?.. Ман хамӑн та пуҫра темӗскер кашланӑ пек. Анчах Гриша ҫав сӑмахсемшӗн йывӑра илмерӗ пулмалла, кӗрсе курасшӑн-ха кусем эпӗ епле доктор рольне вылянине, тесе шухӑшларӗ пулас вӑл. Ку хутӗнче вӑл хӑйпе ҫеҫ калаҫнӑ. Эмиль патриот пулнӑ пулсан, хӑйӗн мӗнпур вӑй-халне Италие ирӗке кӑларас ӗҫе пама хатӗр пулсан, — ун чухне, паллах, ҫакӑн пек чыслӑ та чаплӑ ӗҫшӗн пуян пуласлӑх ҫинчен манма та юрӗччӗ, анчах театршӑн мар, ҫук! тесе кӑшкӑрса ячӗ Джемма. Андрее те ҫемьеллӗ-мӗнлӗ пулма пур енчен те май килнӗ. Ман атте — командир. Ӑнланатӑн-и эсӗ? Аслӑ кӗтӳҫе — Бенитона. Часах, Марья Васильевнӑпа курнӑҫсан, хамӑн шухӑшсем тӗрӗс иккенне эпӗ чӑннипех туйса илтӗм. — Аха! Астӑватӑп. Туяннӑ выльӑхне сӗтӗрсе каякан Щукарь хыҫҫӑн чикан татах тем те пӗр кӑшкӑрса юлать. Шӑплӑха чи малтан Яков Маякинӑн аран ҫеҫ илтӗнмелле каланӑ хупланчӑк сасси сирсе янӑ: — Ватӑ мӗн эс, Тарас… Каллех Романенко патӗнче кӑнтӑрлахи апат тума тӳр килчӗ, унтан вӑл хӑйне киле леҫсе хӑварма ыйтрӗ. Пулӑшу пулать, тейӗр. Мана асӑрхасан, «куратӑн-и, лайӑх вӗт?» тенӗн, ман еннелле хаваслӑн пуҫне сулчӗ, вара мана каллех унӑн куҫӗсем телейлӗн йӑлтӑрани шалт тӗлӗнтерчӗ, ҫакна эпӗ ирхинех асӑрханӑччӗ ӗнтӗ. Эпӗ пӗр сӑмахпах ответлерӗм, вӑл мана ҫакӑншӑн ҫилленсе кайрӗ. — Биллине пиртен малтан ухтарма ӗлкӗрнӗ, — терӗ вӑл, — пирӗн валли нимӗн те хӑварман. Пӗррехинче ҫапла эпир сумка тупрӑмӑр. Унта ҫыру чыхса тултарнӑччӗ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, шыв почтальона хӑйне те юхтарса килсе, ҫыран хӗррине вырттарса хӑварчӗ. Сывӑ пулӑр! Унтан амӑшӗ патне пӗшкӗнсе ыйтрӗ: — Ӑнлантӑн-и эс мана? Хамӑр ҫапла ӗҫленипе эпир иксӗмӗр те выҫӑ вилӗпӗр!» темеллеччӗ. Хӗвел пире кӑштах типӗтрӗ. — Репин пирки. Халь пӗр япала кӑна — Ольӑран ҫырусем пулманни пӑшӑрхантарчӗ. Герцогпа иксӗмӗр хулана кайрӑмӑр, унта короле шыратпӑр, ӑна часах пӗр хупахра, шалти пӳлӗмре, тупрӑмӑр, вӑл вил-ӳсӗр; темӗнле ӑҫтиҫуксем ӑна юриех йӗкӗлтеҫҫӗ; вӑл вӗсене чи намӑс сӑмахсем каласа юнать, анчах, хӑй ура ҫинче аран тытӑнса тӑнӑ пирки, вӗсене нимӗн те тӑваймасть. Евсеенко ҫын сисиччен тарта кайса кӗнӗ, чӑптаҫӑ арӑмӗ те ҫук, мӑн саслӑ хуткупӑс таҫта инҫетре, масар хыҫӗнче калани илтӗнет. — Пӗр вӑхӑтра эпӗ ҫынсене сиплесе пурӑнтӑм. Малтан чупса ҫитнине вӑл пуҫӗнчен ҫапса лапчӑтрӗ те, ыттисем хӑйсемех чарӑнса тӑчӗҫ. Симурден малалла тӳрӗ ҫулпа татӑклӑн та ним пӑрӑнмасӑр пынӑ. — Пирӗннисем ҫуран, — хушрӗ Остен та. Ҫул ҫине ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем хушшинче Викторпа Лиза. Лизӑна свидетель пулма тытса чарнӑ-мӗн. Малтанах эпир унпа ҫине тӑрсах хире-хирӗҫ кӑшкӑркаласа илеттӗмӗр; унтан вӑл пире хирӗҫ сайрарах чӗнме тытӑнчӗ, юлашкинчен вара вуҫех те чӗнме пӑрахрӗ. Унӑн пӗчӗкҫӗ утравӗ — уншӑн мӗнпур тӗнче вырӑнне пулать. Этем хӑйӑр купи ҫине ӳкет те, пичӗпе ҫӗре тӑрӑнса выртать, тӑраймасть. — Куратӑн-и? Шӑрӑхра ҫӳренипе ывӑннӑ Давыдов сӗтел патне пырса ларчӗ те:— Эсир мӗн ҫинчен тавлашрӑр кунта? Горицветов ӑна пиччӗшӗн ывӑлӗнчен те ытларах кӑмӑла кайман, вӑл ҫын ӑна темле шӗвек пек, шанчӑксӑр пек туйӑннӑ, вӑл палӑрмаллах темрен хӑранӑ, кӑшкӑрнӑ. Эпӗ тепӗр хут калатӑп, документсем ҫинче ку утравсем пирки пӗр сӑмах та ҫук. — Карттӑ ҫине пӑхар-ха, — терӗ майор. Матвей Юргин ӑна тӗттӗмрех хыпашласа пӑхрӗ. Акӑ приют, ҫавӑнта парасшӑнччӗ ӗнтӗ пире Даша инке, йӑмӑкпа иксӗмӗре; вӑл халӗ ешӗл тӗслӗ, стени ҫинче ылтӑн саспаллисемпе ҫырнӑ мрамор хӑма пур. Пуринчен те вӑйлӑ армути те ҫухатнӑ ҫав шӑрша — пӗтӗм шӑрша тырӑсемпе курӑксем ҫине ӳкнӗ сывлӑм, нумай пулмасть шӑпӑртатса иртнӗ июль ҫумӑрӗ хыҫҫӑнхи пек вӑйлӑ ӳкнӗ сывлӑм, сӑхса илнӗ. Аха, апла-и? Силвио ман алла хытӑ чӑмӑртарӗ; эпӗр пӗр-пӗрне чуптурӑмӑр. Ахаль чух хӑй ҫулне кура мар салху пӑхать. Мана атте каланӑ-ҫке… — Вилнӗ вӑл. Вӗсен шутне Билл Грифинпа ун юлташӗ те кӗнӗ. Пурте таптаннӑ курӑк ҫине выртса шӑп пулчӗҫ. Самолётсем ӑҫталла кайнине сӑнама тытӑнчӗҫ. Коста, итле-ха, Коста, тыт ҫавна! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл кӗтӳ ачине, леш ҫывӑратчӗ пулмалла та, Марийка кӑшкӑрашнине пула вӑранса кайрӗ. Бум! — тесе янӑраса кайнӑ та пӑшал сасси, шӑтӑк алӑкне тӗтӗм хупласа илнӗ. Унтан вара каллех, ним тума пӗлмен енне, йӗри-тавра хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ, хӑйӗн юлташӗсене аса илчӗ, халь кӑна вӗт-ха вӗсем пурте пӗрле кӑнтӑр еннелле, ӑшӑ ҫӗрелле кайма тухнӑччӗ! Аса илчӗ те, пӗтӗм шурлӑхӗпе илтӗнмелле хурлӑхлӑн: «Тӑрли-ик! Тӑр-лик» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Анчах мӗншӗн-ха эсир ыттисене те, ҫав питлекен ҫынсенех тейӗпӗр, кӑшлатӑр. Федя сӑмахӗ хыҫҫӑн Хорь ачисем пурте шӑлӗсене ерсе кулса илчӗҫ. — Эпӗ суятӑп-и? Пӗрре кӗркуннепе, анне гостинӑйра пылтан варени пӗҫерме тытӑннӑччӗ. Эпӗ, чӗлхене ҫулакаласа, вӗресе ҫаврӑнакан кӑпӑк ҫине пӑхса тӑратӑп. — Мӗнле ҫав мар? Эпир йӑнӑшман пуль-ҫке. Вӑл ҫӳллӗ арҫын, ҫӳллӗшӗ ултӑ фут ытла пулать, кӗрнеклӗ шӑмшаклӑ, нумай вӑхӑт хушши ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтра ҫилпе ҫийӗннӗ хулӑм та ҫилӗллӗ сӑн-питлӗ ҫын. — Эпир, Давыдов юлташ, пачах тавлашман, сире ҫавӑн пек туйӑнчӗ пулӗ, вӑл-ку ҫинчен, пуринчен ытла хуҫалӑх пирки калаҫрӑмӑр. Вӗсем океан хӗррипе пынӑ чухне кӗтмен ҫӗртен сасартӑк пӗр миль аяккарах туземецсен отрячӗ курӑнчӗ. Европеецсене асӑрхасанах дикарьсем хӗҫпӑшалӗсене ҫӗклесе вӗсене хӑвалама тытӑнчӗҫ. Лось кӗсйинчен ҫыру кӗнекине кӑларчӗ, унта ӗнер Марс дискӗнчи йӗрсемпе пӑнчӑсен хӑпӑл-хапӑл ӳкернӗ чертежне шыраса тупрӗ. Урампа вӑраххӑн утса, вӑл Егорӑн ҫивӗч куҫне, унӑн шухӑшӗсене, пурнӑҫ ҫинчен каласа панисене аса илсе пычӗ. — Эсӗ вилмен апла? Эсир комиссионнӑй ӗҫе тытӑнма пултаратӑр-и? Эпӗ пулнӑ пулсан, кун пек япалана шухӑшласа кӑларайрас ҫукчӗ пулӗ, — тенӗ вӑл. — Пулать, пырӑрах! — терӗ. Рыбин ун ҫине пӑхса илчӗ те хуллен калаҫма пуҫларӗ: — Вӑл пирӗн пата килсе ларать те ялан пӗр япала ҫинчен — ҫынтан мӑшкӑлласа ӑна асаплантарни ҫинчен каласа кӑтартать. Эсӗ тифпа вӑхӑта сая ярса выртнӑ хушӑра кунта сахалах мар шыв-шур юхса иртнӗ. Аманас пулсан, пӗл: ман кроватьпе юнашарах сана валли те ӗмӗрлӗхех койка хатӗр. Чӗнӳ пулать вӑл, пӗлӗшӗм. — Эпӗ те вӗсене вӑрттӑн йӗрлесе ҫӳренӗччӗ, — мӑкӑртатрӗ Гакуаль. Эпӗ, ирхине ҫав тери хытӑ отпор илнӗ вӑрӑ-хурахсем якоре ҫӗклесе тинӗсе тухса кайма хатӗрленнине ӗненсех ҫитнӗччӗ. Пограничник, лашине кантармасӑрах, йӗнер ҫине сиксе ларчӗ те тӳрех сиккипе каялла вӗҫтерчӗ. — Ҫулпа утма май ҫук. Ватӑ негр калани чӑн пулнине ӗненмесӗр тӑма май килмерӗ. Кунталла сӗтӗр! Тата харпӑр хай пурлӑхне шеллес туйӑма — ҫав ылханлӑ туйӑма тап-таса лапчӑтма кирлине, ӑна чӗре патне ҫул пама юраманнине ӑнланӗҫ-ши?.. Софья пирус чӗртсе ярса шӑллӗ ҫине пӑхса илчӗ те, аллине хыттӑн сулса, шӑрпӑка таҫта кӗтеселле ывӑтрӗ. Каярахпа тин, партин Центральнӑй Комитечӗ «Колхоз юхӑмӗнче парти линине пӑснисемпе кӗрешесси ҫинчен» кӑларнӑ постановление илнӗ хыҫҫӑн, райком ӑшталанма тытӑнчӗ: Гремячий Лог хутӑрне умлӑн-хыҫлӑнах: раскулачить тунӑ ҫынсен спискисене васкавлӑн тӑратма, пӗрлештернӗ вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене колхозниксене каялла тавӑрса пама, суйлав прависӗр хӑварнӑ ҫынсен спискисене тепӗр хут пӑхса тухма хушакан хутсем килме пуҫларӗҫ. Вӗсем пӗр-пӗрин аллине чӑмӑртарӗҫ; пӗри кӑмӑллӑн, тепри салхуллӑн. Ҫав самантра Риккардо сасартӑк:— Эсир сывмар-и вара, синьора Болла! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Антӑхса кайсах, куҫӗсене чарса пӑрахсах, хыпӑнса ӗҫрӗ вӑл. Пӗлсе тӑрӑр: вӑл урӑххишӗн ҫуралнӑ этем пулнӑ, унӑн чунӗ сире юратма пултарнӑ… халиччен нихҫан та… Акӑ вӑл хӑйӗн броньӑланӑ капмар кӗлеткипе туртӑнса илсе, мӗкӗрсе ячӗ, унтан унӑн моторӗ ҫав тери хыттӑн улама тапратрӗ те Андрейӑн хӑлхине вӑйлӑ ҫил ҫитсе ҫапнӑ пек пӗтӗмпех хупларӗ лартрӗ. Болгаришӗн, тӗрӗксен ҫав чуришӗн чунӑм ыратать манӑн… Ҫапла пулсан та Вайкатон ҫӳл енчи ҫыранӗсем ҫине нихӑҫан та европеецӑн ури ярса пусман. — Тата ӗненӗр, ытти ашшӗсене те ҫавӑн пек хӑрушӑ хыпарсене илсен — ҫӑмӑл пулман, сире мӗнле йывӑр пулнӑ — ҫавӑн пекех йывӑр пулнӑ. Чи малтан Яков Лукич сӑмах илчӗ те пӗтӗм хирӗҫӳсене харӑсах татса пачӗ. Хур та турӑш хыҫне, упра, а халӗ пус патне кай, хӑвӑн паттӑрлӑхна ҫуса тасат та хӑвна йӗркене кӗрт, атту санран выльӑх масарӗн шӑрши кӗрет». Джексон утравӗ маншӑн пит юрӑхлӑ, вӑл утрава эпӗ лайӑх пӗлетӗп, унта нихҫан та никам та ҫук. — Ӑҫта кӑмӑлу пур, Алвиш, — тавӑрчӗ Муани-Лунга. Кун пек пӗчӗк астероидсен калӑпӑшӗ Церерӑран 500 миллион хут пӗчӗкрех. Таса мар шывне урама тӑкмашкӑн тухнӑ чух алӑк умӗнче Маркона курах кайрӗ. «Ӑҫта-ха пирӗн суккӑр?» — терӗ юлашкинчен Янко, сассине ҫӗклентерсе. — Вӗреннисем те тутлӑн пурӑнмаҫҫӗ тата: ав Бахиловӑн хӗрӗ вӗренчӗ-вӗренчӗ те, хӑй учительницӑна кайса кӗчӗ, учительница пулса кайсан, вара ӗмӗрлӗхех хӗр пулса юлмалла… — Сирӗн енчен… ӑна каласшӑн мар пулни — ӑссӑрланни ҫеҫ, тет. Ку япала хыҫҫӑн мӗн пулассине лайӑхрах виҫсе пӑхмалла, тет. Юлашкинчен, сирӗн мӗнле ӗҫсем пыни те сирӗн ҫемьери кашни ҫыннах тивӗҫлине тума хушать. Пӗри те чӗнмеҫҫӗ. Вӑл кӗнӗ-кӗменех пукан ҫине пырса ларчӗ те йӗме пуҫларӗ. Чан ҫапакан суккӑрпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн ҫав чун ыратӑвӗ ӑнланса-пӗлсех асапланнӑ туйӑм пулса тӑчӗ… «Гарибальди мӗншӗн короле хӑваласа яман?» Хӑйне ун пек саламланӑшӑн аптӑрасах ӳкрӗ пулас вал. Ярах уҫса пӑрахнӑ алӑк тӗлӗнче куҫа йӑмӑхтаракан хӗрлӗ тӗслӗ йывӑр пустав тӑрӑхӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ, июнь уйӑхӗнчи хӗрӳ хӗвел ҫуттинче вӗсем хирти хӗрлӗ мӑкӑнь чечекӗ пекех туйӑнать. Ҫут тӗнчере ун пек япаласем нумай пулкаланӑ ӗнтӗ. Марконе ҫаврӑнчӗ те Джемма ҫине пӑхрӗ. Тӑвансем, ӗҫе тытӑнар! «Кӑҫта хирне, хулӑ касма та сана ҫаптарма!» — тавӑрчӗ вӑл ҫилӗллӗн «Мӗншӗн тата?» — ыйтатӑп. Унӑн тутисем юнтармӗшле пӗрӗнсе ларчӗҫ. — Ӗ сире эпӗ чӗрене уҫса пани килӗшмест-и? — Тӗрӗс, — терӗ Айртон, — часрах пикенес пулать. Чӳрече янаххинчен тыткаласа, вӑл сылтӑм чӗркуҫҫииӗ ҫине тӑчӗ. Тарӑхтарасса тарӑхтарчӗҫ те ӑна ҫак сӑмахсем, ҫапах та вӑл ҫилле хывмарӗ. Пур енчен илсен те ҫулпуҫӗ усал пулман. — Эсир паян дуэльре ҫапӑҫнӑ, — хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ Джемма, хӑйӗн ытарма ҫук, вӑтаннӑн ялкӑшса илнӗ пичӗпе ун еннелле ҫаврӑнса; мӗнле пысӑк тав туса ҫуннӑ-ши ун куҫӗсем! — Мӗнпур ӗҫе унта Атаманчуков пуҫарса пырать. — Ӑҫтан пӗлнӗ пулӑттӑм ӑна? Тӳрре тухма хӑтлансан та усси пулас ҫуккине ӑнланса илсе, вӑл хӑйӗн айӑпне тӳрех йышӑнчӗ. Унтан, куҫхаршийӗсене пӗркелесе, пӑшалтан тӗлленӗ пек турӗ, ҫухӑрса ячӗ те хӑвӑрттӑн, пуҫне ухса, юрлама пуҫларӗ. Гаррис та, Негоро та курӑнмарӗҫ, Динго ҫаплах таврӑнмарӗ. Ҫӑтать ӑна шыв, каялла тавӑрмасть. Вӑл Мускавран тухса кайнӑранпа ҫичӗ ҫул иртрӗ ӗнтӗ. Базаров вӑл кун тӑмарӗ, йывӑррӑн, ҫурма-манӑҫлӑн тӗлӗрсе выртрӗ. — Илтетӗн-и, епле вӗсем? — пӑшӑлтатса илчӗ Сизов. — Ӗҫ кунӗ миҫе санӑн? Эпӗ унран хам ыйтса тӗпчӗп, вара камсем прошени хатӗрленине пӗлетпӗр. — Ӑна эсир ҫырман, алӑ пусасса кӑна хӑвӑр пуснӑ. Ҫӗр ҫинче пӗр темле ҫыхса пӑрахнӑ ҫын выртнӑ. Сире валли ҫыру пур, Елена Петровна, — терӗ вӑл кӗсйинчен марка вырӑнне ҫӑр штемпелӗ лартнӑ ӑвӑс тӗслӗ хулӑн конверт кӑларса. Итле, эпӗ сана ҫак улма юлашкине паратӑп. Чечексемпе капӑрлатнӑ колоннӑсем умӗнчен иртсе, собор алӑкӗ тӗлне карнӑ шупка хӗрлӗ пустав тӑрӑхӗсем айӗнчен иртсен, хӗвел хӗртсе пӑхакан урӑма тухаҫҫӗ. Сергей хӑй айӗнче шултра гравий шӑтӑртатнине илтрӗ, чӗркуҫҫисем каснӑ пек ыратнине туйрӗ. Манӑн туйӑм Атӑл ҫине, ӗҫлӗ пурӑнӑҫӑн музыки патне туртӑнатчӗ; ҫав музыка паян кун та ман чӗрене кӑмӑллӑн ӳсӗртсе хӑпартса ярать; эпӗ ӗҫӗн паттӑрла поэзине пирвайхи хут туйса илнӗ куна питӗ лайӑх астӑватӑп. Том Сойер пулсан, тем тесен те, ҫакӑнтан пӑрахса каяс ҫукчӗ ӗнтӗ, эпӗ те юлам-ха, курам — мӗскер хӑтланаҫҫӗ вӗсем терӗм. Ҫав кунран пуҫласа вӑл хӑйне хӑй Давыдовпа ҫывӑх паллашнӑ ҫын вырӑнне хума пуҫларӗ, калаҫасса та унпа ыттисем пек мар, туслӑн та ытлашширех хӑюллӑн калаҫкалама пӑхать. Кама юратмалла? Урамра нӳрӗ ҫил унталла-кунталла ыткӑннӑ, шыв лупашкисене шӑлса тасатма тӑрӑшнӑ пек, ҫӗр ҫийӗн пӗлӗт мӗлкисем шунӑ, хӑш чух самантлӑха уйӑх пӑхса илнӗ, вара лупашкасенчи ҫӳхе пӑрпа витӗннӗ шыв пӑхӑр пек йӑлтӑртатнӑ. Ҫакӑн пек тупа туни вара Иван Никифоровича пачах лӑплантарчӗ, вӑл хӑйӗн чикесӗр-виҫесӗр сюртукпа ҫӳрекен камердинерне шӑлаварпа нанкран ҫӗлетнӗ казакинне илсе пыма хушрӗ. — Питӗ лайӑх, — терӗ Паганель. Гварди сержанчӗ. — Ҫапла ҫав. Эпир вӗсен киревсӗр ӗҫӗсене питлӗпӗр, вӗсен вӑрттӑн хӑтланнисене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӑпӑр та халӑха иезуитсене хирӗҫ кӗрешмешкӗн пӗрлешме чӗнӗпӗр. — Эпӗ те ҫавнах калатӑп ҫав — вырӑнти интерессене кӑна шута илнӗ! Ҫапла каласа парать ҫул ҫырав Магацитлсен аслӑ куҫса килӗвӗ пирки; вӗсем — Ҫӗр ҫинче ҫирӗм пин ҫуллӑх каялла шыв илнӗрен пӗтнӗ расӑсенчен пӗри. Ак кунта ав пирӗн ҫула урлӑ сӑрт тӑсӑлса выртнӑ. Терт килсе тухать ӗнтӗ кунта, шуйттан кӗвенти! Океан патне ҫывхарнӑҫемӗн вӑл «Дунканпа» унӑн пӗтнӗ экипажӗ ҫинчен аса илсе йывӑр шухӑшсемпе асапланать. Апла пулсан, суда чӗнтерессине пӑрахӑҫ тума ун ҫинчен эсӗ мана вӑхӑтра пӗлтеретӗн пулӗ тетӗп. Эпир тин ҫеҫ килсе ҫитрӗмӗр те сире Советра кӗтсе ларатпӑр. — Акӑ вӗсем пурте, пӗтӗмпех сире пулччӑр, — терӗ вӑл. Хам мӗн туса хунине эпӗ ку таранччен ӑнлансах илейменччӗ-ха, халӗ акӑ ӑнлантӑм та пӗр самантлӑха та манаймастӑп — ӑшра вут ҫунать тейӗн. — Кӗске замыкани, провод ҫунса татӑлчӗ, — терӗ Гусев, — пирӗн вара, Мстислав Сергеевич, каймалла ахӑр, кӗҫех тӗттӗмленет. Вӑл уҫӑ алӑк патне ҫитнӗ те шӑпах чарӑннӑ. Вӑл ӑҫта та пулин инҫете, арӑмӗ кӑшкӑрни илтӗнмен ҫӗре кайса ҫухалма тӑрӑшрӗ, анчах арӑмӗн сассинчен ниҫта та тарса пытанаймарӗ, вӑл йынӑшни унӑн пуҫӗнче пӗрмаях янӑраса тӑчӗ, ку таранччен нихҫан пуҫа пырса кӗмен япаласем ҫинчен шухӑшлаттарчӗ. Тӑван хулана, тӑван киле, Катя пулман пулсан, нумай вӑхӑт хушши таврӑнаймасӑр ҫӳресси ҫинчен калама манӑн чӗлхе-ҫӑварӑм ҫаврӑнмарӗ. Пурте ахӑлтатса кулса янӑ, анчах тупӑкҫӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ, вӑл салху пӑхса илнӗ. — Чи малтан пире ҫакна каласа парӑр-ха: мӗнле пырса ҫапасси ҫинчен калаҫатӑр эсир? Ара чыса та пӗлес пулать! Ҫапла эпир сирӗн тӗле ҫитсен, эп унран уйрӑлтӑм. Анчах кунта та, вӗтӗннӗ тӑпра ҫинче, нихҫан пӗтмен пурнӑҫ чечекленет. Вӑл пурне те, тайма пуҫӑм тесе, лӑпкӑнах тухса утрӗ. — Ҫав хут ҫинче эпӗ сана мӗн шкулта вӗреннӗренпех паллатӑп тесе ҫыртӑм, эсӗ яланах маньякчӗ терӗм. Татаринов капитан ҫухӑлнӑранпа ӗнтӗ ҫирӗм ҫул иртнӗ те, санӑн ӑна тупас тесе шухӑшлани маньяк шухӑшӗ ҫеҫ, терӗм. — Ҫук. — Сан кухняна ҫавӑн пек эрешлемеллеччӗ… Чӑнах та ҫавнашкал ӗҫсем туса хӑтланнӑ эпӗ. — Пӗлетӗр-и, Румынинче лайӑх тумланса ҫӳрекен хӗрарӑмсем нумаййи питӗ тӗлӗнтерчӗ мана, — паттӑрӑн калаҫма пуҫларӗ Горева. Аэлита бассейн сулхӑнне чӑмрӗ. — Каласа пӗтертӗн-и, Григорьев? — Ним пулман пекех лӑпкӑ сасӑпа ыйтрӗ Николай Антоныч. Бюллетень — вилнисене кӑна, ыттисем пурте — пирӗнпе пӗрле атакӑна!.. Ҫапла, ҫав кун эпӗ ҫак лашапа ҫӳренӗ пек туйӑнать. Вӗсем кунта иртсе килнӗ ҫулпа ҫынсем те тухма пултарчӗҫ пуль; кунтан ав арман та инҫе мар. — Эпӗ ӑнланма пуҫларӑм, — терӗ Сильвер. Пӗри, сӑлтав тупса юриех майор патне пырса спичка ыйтрӗ те, Алексее питӗнчен пӑхса илчӗ. «Пӗр-пӗр каҫхине, ҫӗрле, эпир пурте пӗр тӗлӗкех курма пултаратпӑр, вара, вӑрансан: мӗн тери аслӑ, мӗн тери ҫирӗп те уйрӑлми туслӑ вӑл пирӗн ҫемье — пирӗн ӑру! теме пултаратпӑр. — Тепӗр тесен, эпӗ сире кӑмӑлласах каҫаратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ тиркешекен ҫын мар, эсир ҫакна хӑвӑрах пӗлетӗр. Ҫапатпӑр-и аллӑмӑрсене? Ӗлӗкрех, ӳслӗк эмелӗпе нуга текен ҫимӗҫсене эпир ҫеҫ тӑваттӑмӑр, — пирӗн пата илекенсем те ҫӳретчӗҫ, халӗ вара вӗсене пурте тӑваҫҫӗ!! Анчах манпа питех те тӗлӗнмелле япала пулса иртрӗ: куҫа эпӗ минутлӑха кӑна хупрӑм, ҫавнашкал туйӑнчӗ мана; ӑна уҫнӑ ҫӗре вара чӳрече хупписен ҫурӑкӗсенчен хӗвелӗн ҫап-ҫутӑ урисем тем вӑрӑмӑш тӑсӑлнӑ, вӗсенче шутсӑр нумай йышлӑ тусан пӗрчисем — ылттӑн пӗрчӗсем — ҫаврӑнкалаҫҫӗ. Аркадий крыльца ҫине пуринчен малтан тухрӗ те Ситников коляски ҫине хӑпарса ларчӗ. Анчах урӑх эпӗ сан патӑнта пурӑнмастӑп. Халӗ, эпӗ ӑна кӗнекесенчен мӗн пӗлнипе танлаштарма пултарнӑ чух, вӑл мана тата чухӑнтарах та килӗшӳсӗртерех туйӑнатчӗ. Хыр, Костя! — Кулса вилӗн, ача! — Ҫапла, эсир тӗрӗс каларӑр, майор, вӑл чӑнах та ҫавӑн пек тутарасшӑн! — тесе ответлерӗ мустангер, хӑй тыткӑнти тӑватӑ ураллӑ чӗрчун ҫине мар, ҫамрӑк креолка ҫине куҫӗпе вӑрт пӑхса илчӗ, лешӗ каялла чакса, хӑнасен ушкӑнӗ ӑшне пытанчӗ. Бяла Черквара Соколов пур-ҫке. Поповпа Редактор пур… Оренбургран офицер килнӗ тенӗ хыпар пӑлхавҫӑсене чылаях хускатни палӑрать, ахаль мар ӗнтӗ вӗсем мана чыслӑн кӗтсе илме хатӗрленнӗ. Анчах лешӗ, ӗҫне малалла тӑсса, нимӗн те чӗнмерӗ. Эпӗ ӑна пӳрне тавра яваласа илнӗ пулӑттӑм! — Мӗнле калаҫмалла-ши санпа? Вӗсене пурне те ытла та тискер асаплантарчӗҫ. Ҫимест, ӗҫмест, пӗр эрехе анчах чун йышӑнать. Вӗсем, лайӑх хӗҫ-пӑшалланӑскерсем, хӳме урлӑ каҫрӗҫ. Анчах сысна ашӗ вӗсен аллине лекмен. — Термометр мӗн кӑтартать? Ӗҫӗ акӑ мӗнре. Эпир мӗн пулнине тавҫӑрса та илеймерӗмӗр, аран-аран пехлеткелесе вӑл алӑк сӑлӑпне тӗртсе питӗрсе лартрӗ, калле кайрӗ. Шлепке ниепле те хывӑнса ӳкме пултарайманнине пӗлсен, эпӗ ун тӑхи витӗр кантра татӑкӗ кӑлартӑм та ҫапла вара пуҫне йӗнер пуҫӗнчен ҫакса ятӑм. Вара эсӗ Испание тухса кайрӑн — тупата, ку ӗнтӗ мана асапланса та тертленсе ӗмӗтленни хӑй тӗллӗнех пурнӑҫа кӗнӗ пек туйӑнчӗ. — Э, эсир ҫамрӑк-ха, юлташ, хура-шур сахал курнӑ! «Ирсерен качака сӗчӗ ӗҫме питӗ те аван вӗт. Вулкан сирпӗнсе тухнӑ чухне вӑл яланах пулакан япала, — терӗ пичче. Хӑвӑн ӑссӑрлӑхна пула эсӗ мӗне кӑна сивлесе тиркетӗн, ҫавна туянма нумайӑшӗ хӑйсен куҫ ҫутине те панӑ пулӗччӗҫ… «Чӗре мӗн пулассине сисет», — тетчӗ амӑшӗ тахҫан. Малтанах пӗлетӗп: эпӗ каланинчен усси пулас ҫук, эсир нумайӑн, ҫапах та хамӑрӑн позици ҫинчен пӗтӗмӗшпех каласа парас тетӗп. Хӗвел пӗтӗмпе тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра ытти чухне курма ҫук япаласене курма пулать. Анчах хӑй ертсе пыракан лётчикпа танлаштарсан, Алексей хӑйне хӑй ватӑ, опытлӑ, лӑпланма ӗлкӗрнӗ ҫын пек туйрӗ. Ҫав каҫхине Мирон ӑна Абрамов пирки кӳрентермелле сӑмахсем каласа тӑкрӗ, кӑшкӑрнӑ пекех калаҫрӗ, ӑна лакей вырӑнне хунӑ пекех урипе те тапса илчӗ:— Эсӗ ухмаха ертӗн-им? — кӑшкӑрчӗ вӑл; ҫилленнипе унӑн сӑмси те хӗрелсе кайрӗ. Уэлдон миссис темиҫе ҫул ӗнтӗ Дикшӑн тӑван амӑшӗ вырӑнӗнче. Вӑл айванлӑхпа чаплӑлӑх пирки пӗтӗмпех хытса ларчӗ, яланах «е» вырӑнне «ю» калать, «теперь» теес вырӑнне «тюпюрь», «обеспечен» вырӑнне «обюспючюн», тет. — Нижнеозернӑй крепӑҫне паян ирпе тытса илнӗ. — Эпӗ пӗлмес… Анчах акӑ эпӗ хамӑр вӑхӑт патнелле ҫитрӗм, ҫурҫӗр проблеми ҫарӗҫ пурнӑҫӗнче мӗнле усӑ кӳнине кӗскен ҫеҫ каларӑм, Ҫурҫӗр флотне тума пуҫланӑ ҫӗрте Сталин епле ӗҫлени ҫинчен чарӑнса тӑтӑм. Ҫав самантра, таҫта катара, хам кӗнӗ чухнехи тӗттӗм кӗтесре Катя иртсе пынине асӑрхарӑм. Гленарван экспедицийӗ Талькагуано бухтинчен Атланти океанӗн хӗррине ҫитсе чарӑнчӗ. — Асатте станичнӑй патне те кайса пӑхрӗ, анчах нимӗн тума та май ҫук, тесе калаҫҫӗ, тет. Чӗнпе те тимӗрпе кӳлнӗ, тӗреклӗ те вӑйлӑ лашасем заряд хумалли симӗс ещӗксемпе сӑрӑ чехол витнӗ тупӑсем туртса пыраҫҫӗ. Е — кӗтмен ҫӗртӗн — вӗсене кашкӑрла хаярлӑх ҫавӑрса илет, вӗсем шӑрчӗсене тӑратса, шӑлӗсене йӗрсе, пӗр-пӗрин ҫине тискеррӗн ӳлеме тытӑнаҫҫӗ, пустуй япалашӑнах ҫапӑҫма хатӗр пулаҫҫӗ, ҫапӑҫаҫҫӗ те. Хӑвӑн вулав ҫурчӗ ҫинчен вара итлесех пӗтер. — Ҫапах та пирӗн вӑхӑта сая яма юрамасть, Ниловна! — Ах, ӑссӑр япала! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель юлашкинчен. Вӑл тӑрук нумай ҫынна ухмах тесе каларӗ, — пӗр ушкӑн ҫын патне пырать те вӗсене: — Вырӑнсенелле кайӑр, ухмахсем! — тесе кӑшкӑрать. Ну-ка, ватӑ кӗсрем, ун патне пырса пӑх. Мисс Луиза… Радио ӑна суккӑрлӑх туртса илнине — вӗренес ӗҫе туса пыма май парать. Павел, ҫав чарӑна пӗлмесӗр вӗренесшӗн малалла туртакан вӑйне пула, хӑйӗн ҫунса тӑракан ӳт-пӗвӗ хытӑ ыратнине те, куҫӗсенче вут ҫуннине те, хӑйне ачашламан йывӑр пурӑнӑҫне те манса каять. Белогорск крепоҫӗ Оренбургран хӗрӗх ҫухрӑмраччӗ. Пин манит! Кайса кӑшт выртам-ха, carino. Ку вӑл шӑрӑхпа пулчӗ. Эпӗ хӳмен тинӗсрен чи инҫетри те хыҫалти кӗтессине куричченех вӑрман тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳрерӗм. Хамӑрӑннисем мана хӗрӳллӗ хаваслӑхпа кӗтсе илчӗҫ. Часах Зеб чарӑнса тӑнӑ. — Кӗреҫепе. Пиллӗх парсамӑр, ваше преосвященство! Пирус тӗтӗмӗ ӑна темшӗн йӗклентернӗ пек туйӑнчӗ, вара вӑл чикарккине, аран ҫеҫ чӗрткелесе, Юргина тыттарчӗ те хӑй каллех утӑ купи ҫумне кӗрсе выртрӗ. Кам та кам парти ятне варалама тата ӑна сулахаялла е сылтӑмалла сӗтӗрме хӑтланать, ҫавсене пурне те эпир пӗр хӗрхенсе тӑмасӑрах ҫапса хуҫатпӑр. Эппин, Захария чула, ан тив, Ахиора тавӑрса патӑр та ҫакӑнпа пӗрлех ӑна суд тӑкакӗшӗн гражданла вӑтӑр сиклӗ тӳлетӗр тата тасалӑхшӑн вунӑ сиклӗ храма хывтӑр. Вӑл карап хатӗрри ҫинчен пӗлтерсен, эпир ларса каятпӑр… Вӑл майрине темӗн чул тархасланӑ хыҫҫӑн, лешӗ хӑйне чатӑр карнӑ креслипех ҫӗклесе площадкӑран икӗ ярдра тытса тӑма ирӗк пачӗ. Анчах старике ҫакӑ кӑмӑла каймарӗ, вӑл тутине тӑсрӗ те пӗр сӑмах та калаҫмасть. Эсӗ ӳкернӗ пек пӑхакан куҫсем пурнӑҫра урӑх нихӑҫан та пулман. Ҫакӑн хыҫҫӑн Николай Артемьевич тухса кайрӗ, эпӗ юлтӑм. Вӑл кунта, рая, килчӗ, райра та унӑн кӑмӑлӗ пӑтранать-мӗн. Халь акӑ мӑкӑртатма пуҫларӗ. — Пӗлсе тӑнӑ пултӑр пурсӑр та, паян эпӗ перӗнетӗп!» Ӑна вӗҫертсе ячӗҫ, вал, ҫуначӗн аял енчи кӗрентерех тӗсӗпе йӑлтӑртаттарса, курӑк ӑшне ларчӗ, чӗриклеттерсе юрлама пуҫларӗ. Унтан каллех куҫран ҫухалчӗ, каллех вӗҫсе тухрӗ, юлашкинчен вара мӑнаҫлӑн анса, виҫӗ пӑнчӑ ҫине ларчӗ. Вӑл халӗ тарнӑ, унӑн ниҫта пурӑнма та вырӑн ҫук. Ку кӗнекене тӳрех Исланди чӗлхипе, ҫав питӗ илемлӗ те пуян тата ҫав вӑхӑтрах ҫӑмӑл чӗлхепе ҫырнӑ. Ҫав тери мӑнаҫлӑн та хӑюллӑн пӑхать Грушницкий. Вӑл икӗ чӑматан хунӑ пӗчӗк урапа ҫине ларчӗ. Пӗр чӑматанӗнче пистолетсем, тепринче ытти япаласем. Эпӗ комсомола кӗменччӗ-ха, анчах больницӑран таврӑнсан виҫҫӗмӗш кунхинех Варя аппа мана пӗр ӗҫ хушрӗ — пӗлӗт ҫинче вӗҫсе пыракан самолета хут ҫине ӳкерсе памаллаччӗ, ун айне вара: «Ҫамрӑксем, ОДВФ-а кӗрӗр!» тесе ҫырмаллаччӗ. Вӑл хӗрача патне тек ан кайнӑ пултӑр: ун аппӑшӗ юратмасть сана. Вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ, курткин шалти кӗсйинчен зажигалкӑпа лайӑх питӗрекен пӑкӑллӑ пысӑк лаптак кӗленче кӑларчӗ. Ҫав юрӑсене итлесе эпӗ юрӑҫӑран тата этемсем тӗлӗшӗнчен унӑн илемлӗ влаҫ пулнинчен шутсӑрах кӗвӗҫеттӗм; чӗрене тем хӑрушшӑн хумхантаракан япала пырса кӗрсе ӑна ыратмаллах сарӑлтарса яратчӗ, макӑрас килетчӗ тата юрлакан ҫынсене: «Эпӗ сире юрататӑп!» тесе кӑшкӑрас килетчӗ. Ытти озеровецсем вара пурте хӑйсен хӗҫ-пӑшалӗсене нимӗҫсенчен тытса илнӗ повозкӑсем ҫине пуҫтарса хурса, ҫиелтен брезентсемпе витсе лартнӑ; хӑш-пӗр повозкӑсем ҫине, тӗслӗхшӗн, ялта пуҫтарнӑ ломсемпе тимӗр кӗреҫесем пӑрахса тултарнӑ. Анчах астӑвӑр, хӑвӑр именине йӳне ан парӑр! Тӳррипе каласан, католик тӗнне тытнӑ хӗрарӑм ачинчен мӗн кӗтмелли пулнӑ ӗнтӗ… — Ырӑ пике, арестлейӗ ҫынпа ют ҫӗршыв чӗлхипе калаҫма юрамасть, — тесе пулчӗ ун сӑмахне офицер, анчах Джули, офицер сӑмахне итлемесӗр, ҫаплах акӑлчанла каласа ятлаҫрӗ. Нимле шанчӑк та юлмарӗ. Ученый кунта уҫӑлса ҫӳренӗшӗн хӑйне пӗрре те ятламасть, ҫулӗ вӑрӑма тӑсӑлнишӗн те вӑл ӳпкеленмест. Индеецсем тӑракан тӗле ҫывхарса ҫитсен те ӑна ҫула тин ҫеҫ тухнӑ пек туйӑнчӗ. Тольдери текенскер Кордильер тӑвӗсен патӗнчех пӗр варӑн тӗпӗнче вырнаҫнӑ. — Дик мистер, кама та пулин хӑвӑрпа пӗрле пыма ирӗк парӑр. Ну, вӑл тахҫан, ӳлӗм пуласси ҫеҫ-ха. Вӑл алӑк янаххи урлӑ ҫӑмӑллӑн каҫрӗ те пӑшалне хывса кӗтесе тӑратрӗ, пӳрт ӑшчиккине вырнаҫтарса хунӑ япаласене ал-хапӑлтах пӑхса илсе хак пачӗ, унтан, поршнисем тӑхӑннӑ ухват урисемпе пӗр сасӑ та тумасӑр, пӳлӗм варрине тухса тӑчӗ. — Хаярлӑх? — Пӗлетӗн-и эс, эп сана мӗншӗн юрататӑп? Юлашкинчен Комиссар куҫӗсене уҫрӗ те, Клавдия Михайловна ҫине пӑхса, вӑйсӑррӑн кулса илсе хуллен кӑна:— Каҫарӑр, эпӗ сире пӑлхатрӑм, анчах усси пулмарӗ. Пирӗн лашасем те, хӑйсен уттисене чакармасӑр, хӑйсемех меллӗ вырӑн тупса пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Гек вара никама та каламалла марри ҫичен хытӑ систерсе хӑй мӗн курнисене пурне те каласа кӑтартрӗ. Том ку таранччен ҫавӑн пӗр пайне ҫеҫ — валлиец мӗн пӗллине ҫеҫ — илтнӗ иккен. Ҫӳлте вӗҫнӗрен, сывлав сайралнӑран Лосьӑн кӑкӑрӗнче хӗсет, куҫӗсене куҫҫуль хупларӗ. Мана корпус сӗнчӗҫ, — Гусев карттусне чӗрнипе тӗртсе хучӗ, хӑлхи хыҫӗнчен хыҫса илчӗ. Урам варринче хускалмасӑр тӑрать вӑл, унӑн аллинче — пеме хатӗрленӗ икӗ кӗпҫеллӗ пистолет, тӗллессе вӑл тӗллемен-ха, кӗпҫине ахаль ҫеҫ ҫӳлелле кӑнтарнӑ. — Ҫапла, — терӗ лешӗ, хӑйӗн хӗрлӗ аллисене чӗркуҫҫисем хушшине хӗстерсе. Анчах квакерсем пуҫланӑ кампани Ҫӗнӗ Тӗнчен ҫурҫӗрти штачӗсенче сарӑлнипе ҫеҫ чарӑнман. Лось кулса илчӗ, вӗри шыва сыпкӑмларӗ те Кузьмин енне чалӑшшӑн пӑрӑнчӗ: — Эсир вара, хаклӑ тусӑм! (Алла бирды тени турӑ пачӗ тени пулать; ку вӑл Кавказ ҫыннисем пӗрле ӗҫнӗ чухне усӑ куракан яланхи саламлӑ сӑмахӗ.) — Ҫапла ҫав, вилессе вӑл питӗ ирсӗррӗн вилчӗ, — тесе асӑрхарӗ тепӗр пирачӗ. Унтан вара, пуҫне каялла каҫӑртса, аллийӗсемпе чӗркуҫҫийӗсем ҫинелле тайӑнса, нумайччен чӗнмесӗр, хӗллехи кӑвак пӗлет ҫинелле тапранмасӑр тӗллесе пӑхса тӑратчӗ. Йӳнӗ трактирсенче унӑн тавра парикмахерсем, маркерсем, темӗнле чиновниксем тата юрӑҫсем хурчӑка пек ҫаврӑннӑ; ҫак ҫынсен хушшинче вӑл хӑйне аванрах, ирӗккӗнрех туйнӑ; вӗсем сахалтарах асӑннӑ, вӗсене ҫӑмӑлтарах ӑнланма пулнӑ, хӑш чух вӗсем сыхлӑхлӑ, вӑйлӑ туйӑмсем те кӑтартнӑ, вӗсенче этем тивӗҫлӗхӗ чылайрах пулнӑ. — Ача чухне аҫу сӑнӗ ытларахчӗ санра, халь апла мар! — сасартӑк каласа хунӑ Щуров, ассӑн сывласа ярса. Кухньӑра алӑк уҫӑлчӗ те, тултан такам кӗрсе тӑчӗ. — Унтан, кӑшт чӗнмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн: — Пирӗн, Сергей, сӑмахпа та, винтовкӑпа та ӗҫлемелле пулать. Пӗтӗҫтерсе каласан, пӗр килӗллӗ ҫынна пирӗн халӗ ахаль хресченрен уйӑрса илме хӗн: хуҫалӑхӗ унӑн тепӗр чухне хресченӗннинчен те япӑхрах, пӑрӑвӗсем хуратул пусси ҫинчен тухмаҫҫӗ, лашисем аран-аран ура ҫинче тӑркалаҫҫӗ, ут таврашӗсене кантӑраран тунӑ. Халех ертсе кай мана, е ҫакӑнтах сан аллуна хуҫап, — терӗ. — Кирлӗ мар, Ленка, — терӗ вӑл ӳпкелешсе. — Елена! — кӑшкӑрса ячӗ Инсаров. Ҫакӑн пек пысӑк хуторта та комсомол ячейки ҫук. Ответ ҫук. Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет. Ҫав преступление индеецсем тунӑ теҫҫӗ. — Сире иксӗре те меллӗрех пулӗ — пӗр-пӗрин патне чупмалла пулмасть. — Чӑнах, сэр, ҫапла тунине нимӗн те ҫитмест. Манӑн ирӗкӗм пулсан, эпӗ каялла таврӑннӑ чухне капитан Смоллетта хамӑра пассат патне ҫитерме ирӗк парӑттӑм. Ун чухне вара тӗрӗс пынине пӗлнӗ пулӑттӑм тата ҫӑл шывне те кунне пӗрер кашӑкӑн валеҫсе парасси пулмӗччӗ. Хӗрлӗ Тӑрна ачана хӑй патӗнчен пӗр утӑма та ниҫта та яман, ҫар ҫыннисем Шурӑ Кашкӑра ырласан, старик ачана ыттисемпе пӗрле:— Шурӑ Кашкӑр! Эпир чуллӑ сӑмсах патне ҫитсен, пичче компаса илчӗ те ӑна горизонт майӗпе тӳрӗ лартса йӗппи ҫине пӑхрӗ; пӑртак сиккелесен, магнит вӑйӗ туртнипе йӗп пӗр хускалми чарӑнса тӑчӗ. Ҫункӑҫ вӑййа пуҫарнӑччӗ, анчах ку йӑпану кӗҫех, Диц Михинсен аслӑ хӗрне пырса тытнӑ хыҫҫӑн, пӗтсе ларчӗ: вӑл сасартӑк куҫҫуль тухмаллах хӗрелсе кайрӗ те пӑнчах выляма пӑрахрӗ. Шӑмшак пӗр чарӑнмасӑр вӗттӗн чӗтрет. Хӑратса пӑрахрӑм-ҫке эпӗ вӗсене, мӗскӗн ачасене! Мана курсан, вӗсем тарса пытанчӗҫ… Пӗр ҫирӗм минута та иртмерӗ, ҫав ҫул ҫинчех тепӗр лаша, леопард тӗслӗ лаша курӑнса кайрӗ. Вӗсем тавра шпионсем асӑрханса явӑнса ҫӳрерӗҫ, вичкӗн хӑлхисемпе хыттӑнрах каланӑ уйрӑм сӑмахсене тытрӗҫ, ҫынсен сӑнӗсене, йӑлисемпе сӑмахӗсене астуса юлма тӑрӑшрӗҫ; урам тепӗр енчен вӗсем ҫине пиҫиххинчен револьвер ҫакнӑ полицейскисен ушкӑнӗ пӑхса тӑчӗ. Хӑйӗн туйӑмӗсене пытара пӗлмен Фома час-часах Маякина тӳрккес сӑмахсем каланӑ, анчах старик, ун тӳрккеслӗхне туйман пекех, хреснай ывӑлне самантлӑха та куҫран вӗҫермен, унӑн кашни утӑмнех майлаштарса ертсе пынӑ. Ҫавӑнпа та вӗҫем ҫирӗп фронт линийӗ тӑвасси ҫинчен шухӑшламастчӗҫ, пирӗн ҫарсем раснах хытӑ тӑрса хӑйсен ҫулне пӳлсен ҫеҫ, хӑш-пӗр чухне, ирӗксӗртен тенӗ пек кӑна тӑпра алтса кӗре-кӗре ларатчӗҫ. Анса ларакан хӗвелӗн ылтӑн тӗслӗ ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче прерире пӗр темле ушкӑн курӑнса кайсассӑн, азотея ҫинчен пӑхса тӑракансем вӑл ушкӑн ут кӗтӗвӗ пулнине часах палласа илсессӗн, вара капитанӑн урӑх иккӗленесси-тӑвасси юлман — ҫав юланут ушкӑнӗн пуҫӗнче кам пулнине вӑл пӗлнӗ. Хутран-ситрен касӑ ҫилпе вӗлтӗртетсе килекен вӗтӗ хумсем хӗвелпе ялтӑртатса илеҫҫӗ. Укҫа манӑн та пур-ха. Эппин, чӑн-чӑн хӗрсене ҫар ҫынни аманса пӑсӑлнисем хӑратмаҫҫӗ. — Асту, эсӗ мана улталас пулсан, эпӗ ухмаха тухатӑп. — Куратӑр-и ун ҫинчи… Хамӑр ҫӑлӑнассипе пӗтесси ҫинчен шухӑшланӑ вӑхӑтрах манӑн пуҫӑмра хамӑр ҫул ҫӳренӗ вӑхӑтри тӗрлӗ тапхӑрсем, — Моревпа Нильс вилни, тӑватӑ ҫуран ҫын ҫухалнисем шӑва-шӑва иртрӗҫ. Эпӗ, ҫурӑм хыҫне патак тытса, сунара кайнӑ пек пултӑр тесе, вӑрманалла утсан, Володя, аллисене пуҫӗ айне хурса, ҫурӑмӗ ҫине выртрӗ те: «Мана та хӑвпа пӗрле пынӑ пек шутла,» — терӗ. Вӑл малтанхи комса йӑхӗнчен. Никита пуҫне усса итлесе пычӗ, хӑйне такам пырса ҫапасса кӗтнӗ пек, курпунне ҫӳлелле ҫӗкле-ҫӗкле илчӗ. Шӑнкӑрав сасси те, чуллӑ ҫул ҫинче кустӑрмисем тӑнкӑртатни те тахҫанах илтӗнми пулчӗ, мӑнтарӑн старик ҫапах та ҫав вырӑнтан хускалмарӗ, тарӑн шухӑша кайрӗ вӑл. Ӑна вӑрҫса хӑваласа ячӗҫ; вӑл пуҫне суллакаласа, мана тӗлӗнсе каларӗ: — Тӗлӗнмелле халӑх! Пӗрне-пӗри епле ҫухатнине каласа патӑм эп ӑна. — Эсӗ хӑв енӳпе мӗн турӑн? Вара эпӗ хам тӗллӗнех пур кӗпӗрне хулисенчи исполкомсен председателӗсене ҫырса ятӑм. Акӑ Хӗвел тавра ҫаврӑнакан планетӑсен ячӗсем: Меркурий, Венера, Ҫӗр, Марс, — кусене шалти планетӑсем теҫҫӗ. Тепӗр пилӗк минутран хӗрӗ ӗнерлеме тапратать. Вӑл питӗ ирӗклӗн, ҫав вӑхӑтрах йӳнесӗр калаҫать, ҫӳрет; хӑйне хӑй ырӑ кӑмӑллӑ чӗрчун пек кӑтартасшӑн, анчах сире вӑл йӑлтах тепӗр майлӑ тӑвасшӑн пулнӑ пек туйӑнать; унӑн пӗтӗмпех, ачасем калашле, юри тунӑ пек, ӑнланмалла мар, пурӑнӑҫра пулнӑ пек мар тухать. — Ростова пулӗ, ҫывӑхарах ҫук вӗсем. Вӑл та ун пек тума пултараканскер пулӗ, тен. — Юрӗ, ним те мар, — мӑкӑртатрӗ вӑл. Эсир ӑна пачах ҫӳреме вӗрентмен-и-ха? Ежов вара, ура ҫине ҫӗкленнӗ те, унӑн пальто ҫаннинчен ярса тытса:— А-атя… хӑямата кайччӑр! — тесе мӑкӑртатнӑ. Мана хамӑн конниксем кӗтеҫҫӗ. Вӑл лини ҫине оказисӗрех Ванюшӑпа пӗрле кайрӗ те хӑйӗн ротинчен темиҫе сехет малтан тухрӗ. — Ну, — тет арҫын ача, — халӗ санӑн нимрен те хӑрама кирлӗ мар, ӑна тытнӑ-ҫке-ха. Эпӗ хам та командир. Хура тӗттӗмлӗхре кӑвакрах кӗмӗл чӑмӑр ӑшшӑн ҫитет. Эсӗ тата мӗн нӑйкӑшан унта, Фигура? Анчах та ун чухне! Сасартӑк «Испаньола» каллех ҫиле май кайрӗ. Гек хӑйӗн хӑйӑр ҫине пӑрахнӑ тумтирне пуҫтарма тытӑнчӗ. Питӗ кирлӗ ӗҫ, питӗ кирлӗ ӗҫ. Ҫулӗ аялта, ав ҫав сарлака варта пулма кирлӗ. Малалла ӑна пысӑк маттурлӑхпа ҫӑмӑл ӗҫлесех чылай тупӑш тупӑнма пултарасси курӑннӑ. Эпӗ манӑн ыранччен юлмалла пулассине ӑнлантӑм, тата каялла таврӑнма та вӑхӑт ҫукчӗ ӗнтӗ. Ҫиессе калаҫмасӑр ҫинӗ, ӗшеннипе кӑна хутран-ситрен кам та пулин ассӑн хашлатса янӑ; ачасемшӗн хӑйне уйрӑм тирӗк лартнӑ, ыттисем пӗр тирӗкрен ҫинӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн электриксем хӑйсен цехӗ умӗнчи уҫӑ вырӑна чул сарчӗҫ те, унта урасене хырма пралукран тунӑ сетка хунипе ҫырлахрӗҫ. Кирек мӗнле пулин те, Кораблев мана ӑнланчӗ. Хальхи тапхӑрта Джеральда хӑйне кӳрентернинчен ытла кӗпи ытларах пӑшӑрхантарнӑ пек туйӑнать пулин те, хӑйне хирӗҫ ҫавӑн пек ҫын тухсан, Кольхауншӑн хавасланмалли ҫук пулӗ тетӗп. Алексей пуҫне чӳречерен тулалла кӑларса пӑхрӗ. Унӑн питне тусанлӑ ӑшӑ ҫил пырса ҫапрӗ, куҫӗсем хирӗҫ иртсе каякан поездсене, симӗс решуткӑллӑ платформӑсене, симӗс вӑрмантан курӑнакан пӗчӗк дачӑсене, типсе ларма пуҫланӑ пӗчӗк юханшывсене, ҫурта пек тӳрӗ те хитре хырсене, илемлӗн курӑнакан инҫетри хирсене курса пычӗҫ. Эсир пурте хатӗр пулӑр тата пӑшал пенӗ вӑхӑтра кимме пӗр тан тытма тӑрӑшӑр, — терӗ вӑл. — Мӗн шуйттан тума килтӗн-ха тата? Пире кунта никам та хӗрхенекен ҫук! Малашне эпӗ халичченхи пек пурӑнма пӑрахатӑп. Инсаров пукан ҫинчен тачӗ:— Эсир мана паллаймастӑр-и? — калаҫма пуҫларӗ палламан ҫын, пӗр именмесӗр ун патнелле утса тата Еленӑна кӑмӑллӑн пуҫ тайса. — Эпӗ Лупояров, астӑватӑр-и эпир сирӗнпе Мускавра Е… сем патӗнче тӗл пулнӑччӗ? Ку хӗрарӑма вара эпӗ темиҫе те курнӑ, тата ун ҫинчен илткеленӗ те. Рене-Жан карӑнчӗ, чӳрече патне пычӗ те:— Мӗн тери шӑрӑх! — терӗ. Вӗсем васкасах йытӑсем ҫине хунӑ япаласене илме тытӑннӑ, пӗчӗк Отаки хӑйӗн вӑйӗ ҫитнӗ таран вӗсене пулӑшнӑ. — Эп хӑвӑртрах чупса килетӗп! Давыдов сӑмах та калама ӗлкӗреймерӗ — хӗр станалла кайӑк пек вӗҫтерчӗ. Чӑнах та, вӑл хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине халь пӗлсе тӑчӗ, анчах ҫак ӑна ҫӑмӑллатмарӗ. Пӗр самант эпир ним чӗнмесӗр тӑтӑмӑр, унтан Катя мана шыв илсе килме хушрӗ. — Тен, французла ҫырнӑ документра мӗн ҫырнине ытларах курма пулать, ҫавӑн ҫине шанӑпӑр! — терӗ Элен. — Манран мӗн кирлӗ сире? Эпӗ сана асӑрхаттарас тесе ятарласа чӗнтӗм, эсӗ вара ман Ваняткӑран та ытларах шӑл йӗретӗн. Марконе хӑйӗн кӗсрине ҫавӑтса, кӑкарса хунӑ лашасем патне илсе кайрӗ. Пӑван унпа юнашар сӗнкӗлтетрӗ, ыйткалакан ҫаплах мӗскӗн сасӑпа кӑшкӑрса, аллисене тӑсса ун хыҫҫӑн утрӗ. — О ҫук, мӗн эсир, савнӑ ҫыннӑм… Турне вӗҫлесен, вӑл юриех хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗн алӑкӗ таврашӗнче тӑракан Ромашов ҫывӑхне пырса ларчӗ. Анчах кунта та революци хавалӗсӗр иртмест иккен: ҫамрӑксен вӑййине Беспортев ертсе пырать, хӑй уксах пулсан та вӑл, ташлама тесен, пит те ӑста. Ман ӑна тишкерсе пӑхмаллах! Ҫавӑн пек хӑвӑрт вӗҫнине пула кӑна комета Хӗвел ҫине ӳкеймест: куҫнӑ чух пулакан варринелле туртакан вӑй Хӗвел туртӑмне хирӗҫ тӑрать. Унтан карчӑк малтанхи пекех сиккелесе, хӑй тӗллӗн кӗлӗсем мӑкӑртатса, Гвоздева шыв хӗррине илсе кайнӑ та, хӑй кашни кунах ҫырса тӑма пулнӑ, анчах кайран пӗр ҫыру та ҫырса ярайман хӗрӗн кӗлетки выртнӑ тӗле кӑтартнӑ. Шалтах халтан кайсан, ӗмӗтӗм татӑлса килнипе эпӗ касӑ хушшине выртрӑм та пӗтӗм чӗререн вилӗм кӗте пуҫларӑм. Щукарь мучин пичӗ-куҫӗ чие ҫырли пек хӗп-хӗрлӗ, вӑл калама ҫук сехӗрленсе ӳкни палӑрать, тӑнлавӗсем тӑрӑх, питҫӑмартисемпе сухалӗ ҫине, тар йӑрӑмланса юхать. Эпӗ ҫӗрӗпех Весовщиковпа калаҫрӑм. Ашшӗ ун ҫине, вӑл мӗншӗн апла хӑтланнине пӗлмесӗр, тек-текех ҫаврӑнса пӑхнӑ, ӑна Лиза ҫапла хӑтланни питӗ кулӑшла туйӑннӑ. — Кам пулнӑ? — Эсир хӑвӑра аванах туятӑр пулсан, эпӗ сирӗнпе калаҫма хатӗр. Сӑнран пӑхсан, вӑл пӗр вунтӑхӑр ҫулхи ҫамрӑк пулнӑ. Часах вара вӑл, кӗтмен ҫӗртенех, хай юратман профессийӗнче чӑн-чӑн киленӗҫпе савӑнӑҫ тупнӑ: унӑн колхозсен пит пысӑк ҫӗр талкӑшӗсене виҫме тата колхозсене ҫӗрпе ӗмӗр усӑ курма государство акчӗсем пама тивнӗ. — Сирӗнпе Корчагин пымасть-им? Эпӗ аллӑмсене урлӑ хутӑм та пичче ҫине куҫран пӑхса тӑратӑп. Тулта тӗттӗмленет, эпӗ темшӗн пӗччен кайма хӑратӑп. Вӗсене кирек мӗне ӗнентерме те ҫӑмӑл пулнӑ. Вӑрра намӑс пек туйӑнчӗ пулмалла. — Унтан, куҫӗсемпе амӑшне шыраса тупсан: — Анне, кил пирӗн пата! — тесе кӑшкӑрчӗ. Хыткан та ҫинҫешкескер, вӑл амӑшӗн мӑйне хӑйӗн ҫирӗп аллисемпе ыталаса илчӗ те ӑна куҫӗнчен пӑхса кулса ячӗ: — Эпӗ сире юратса пӑрахрӑм пулмалла, — тек ыталанатӑп! — Эпӗ ӑна паян ирхине княгиня патӗнче куртӑм. Февраль… Оперӑсене пурне те пӑхмасӑр пӗлет. Хӑранӑ, тӗлӗннӗ, тарӑхнӑ Челкаш, аллисемпе тӗкӗленсе, хыҫалалла тайӑнса ларчӗ те, ним те чӗнмерӗ, вӑл, куҫне хӑрушшӑн чарса пӑрахса, чӗркуҫҫийӗсем ҫине пуҫӗпе тӗкӗнчӗ, антӑхса кайичченех пӑшӑлтатса тилмӗрекен каччӑ ҫине пӑхрӗ. Сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн Огняновран вӑл ӑна-кӑна ыйтса пӗлкелеме тытӑнчӗ. — Паллах, — ответлерӗ инженер. Ҫапла вуникӗ сехет те вун ҫичӗ минут пытӑмӑр, вара эпир чарӑнса тӑнӑ Ганса хӑваласа ҫитрӗмӗр. Кама ярас-ши? Пирӗштийӗм! Кӑтартӑп эп сире Ганна!..» Тискеррӗн ҫухӑрса, вӑрӑ-хурах каялла ыткӑнчӗ. Сӑмсах ҫав-ҫавах сулахай енне юлса пычӗ, анчах малта ҫыран курӑнмарӗ-ха. Кимӗ пӗчӗк кӑна лӑпкӑ, вӑрттӑн уҫланкӑна ишсе тухрӗ. Ӑна, ҫаврака симӗс стена пулса, йӗри-таврашӗпех ним хускалман ҫӳллӗ хӑмӑш таччӑн хупӑрланӑ. — Эсӗ текех хӑвӑн шӑхлична кала, ури ҫӗре кӗрсе кайманни сан кӗввӳпе ташлӗ! — Куртӑн-и, мӗн ҫыраҫҫӗ? Закройщик майри мана пӗчӗк, шупка сӑнлӑ аллине пачӗ. Тускуб ӑслӑ, каварлӑ-ултавлӑ. Мӗнлерех серепене лектертӗн эсӗ мана! Вӑл Тимура кӗтет. Анчах ун вырӑнне чӳречерен Коля Колокольчиков пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Вӑл тӗксӗмлӗхе тинкерсе пӑхать, тӗрлӗ сасӑсене итлесе тӑрать. Хӑш-пӗр самантсенче ӑна тӗттӗм ҫӗрте вут ҫути мӗлтлетнӗ пек те туйӑнать. Ох, йывӑр ҫав! Аташса ҫӳретӗп ав, ӑҫталла каймалла — чухласа илейместӗп. Огняновпа Муратлийский инҫетерех кайрӗҫ, сӗм-тӗттӗм ҫӗре кӗрсе, чул ҫине вырнаҫса ларчӗҫ, вӗсен умӗнченех шыв шӑнкӑртатса юхать. Кирлӗ мар мана ун пек сӑмах! — кӑмӑлӗ юлчӗ старикӗн. — Шӑпрах пул, Марин йысна, пӗтӗм ял халӑхӗ илтме пултарать, — чарчӗ ӑна Огнянов. Мӗн тумалла, ҫав ҫиҫӗме курас мар тесен? Ак ӗнтӗ тӳрем вырӑн. Пӗрре, иккӗ, сулахайпа!.. Анчах халӗ хӑйӑр тӗми ҫинче салтаксем тӑраҫҫӗ, вӗсем ун ҫине штыкӗсемпе тӗлленӗ. Ӗненместӗн-и? — Унӑн арӑмӗ тата старикки хӑй пур. Лӑпкӑ сасӑпа вӑл алӑк хӑлӑпӗ ҫине йӗпе кипке татӑкӗ манса хӑварнӑ сиделкӑна хӑтӑрса илчӗ, унтан Комиссарӑн температура листи ҫине пӑхрӗ, ӑна урӑхла эмеллеме хушрӗ те, тек ним каламасӑрах алӑк патнелле утса кайрӗ. Ун хыҫҫӑн ҫавӑн пекех ҫухалса кайнӑ, нимӗн те чӗнмен свити те утрӗ. Урайӗнче, стенасем ҫумӗнче тата виҫҫӗн, чӳрече анинче тепӗр ҫын — вӑрӑм ҫӳҫлӗ, питӗ ырхан та шуранка сӑнлӑ ҫамрӑк лараҫҫӗ. Эх, эсӗ, ӑссӑр-тӑнсӑр, ухмахла пуҫ эсӗ… Ӗҫ! — кӑшкӑрчӗ Лукашка Ерошка старик ҫак сӑмаха калакан сасӑпа. Пугачев ҫав-ҫавах Оренбург ҫывӑхӗнче тӑрать-ха. Ун тавра отрядсем пӗрлешсе, пур енчен те ҫак усал ҫыннӑн йӑвийӗ патнелле ҫывхарса пыраҫҫӗ. Ытларах вӑхӑт кирлӗ те пулман. Хӳтӗлекене суда кӗртмен. Свидетельсем вырӑнне аманнӑ шпионпа офицер тата темиҫе салтак ҫеҫ тухса калаҫрӗҫ. — Арто! Ҫакӑн пек путлӑхсем ҫулҫӳревҫӗсемшӗн питӗ хӑрушӑ. Ҫак самантрах инҫетре, эпир вилнӗ ҫыннӑн укҫине шутланӑ чухне аннепе мана хӑратнӑ чухнехи пек, шӑхӑрни илтӗнчӗ. Ку хутра вӑл икӗ хутчен шӑхӑрчӗ. Кай-ха эсӗ, ҫывӑрса тӑран, кайран вара эпир санпа ятласах калаҫӑпӑр. — Чимӗр, эпӗ питӗ хавас! — терӗ Гаррис. Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн Полли мӑнаккӑшӗ килйышра яланхи кӗллине вуларӗ. Патша нумайччен ответ ҫырмасть, кукамӑшӗ вара ӑна каҫ сиктермесӗрех вӑрҫать. Пӑхӑр-ха: чӗрӗ ҫын пек те мар, машина тейӗн, — тесе пӑшӑлтатрӗ. Пӗр ҫын ҫеҫ ун пек шухӑшламан — вӑл мустангер пулнӑ. — Ну? — Тен, ку тӗрӗсех те-и, чӑнах та пулӗ, сана хӑвна япӑхрах пулнӑ пулсан, тен, эсӗ ху та хальхинчен лайӑхрах пулӑттӑн. Зухинпа унӑн юлташӗсем патӗнчен таврӑнмассерен, каҫ-каҫ эпӗ хамӑн ӗненӳсенче тем улӑштармалли, вӗсем тахӑш енчен кирлӗ пек пулманни, лайӑх марри ҫинчен шухӑшларӑм, анчах ирхи хӗвел ҫутипе каллех il faut пула-пула тӑтӑм, ҫакӑнпа питӗ хӗпӗртесе, хамра нимӗнле улшӑну та тӑвасшӑн пулмарӑм. — Вутӑ енӗпе хытӑ такӑнтӑм, йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗм, ҫав йывӑрлӑхран тухма майӗ те ҫук. Урайӗнче ларса, эпӗ ним кулмасӑр пӑхакан куҫсем, икӗ кӑвак вут пек, кӗнеке страницисем тӑрӑх епле куҫса ҫӳренине куратӑп, хӑшпӗр чухне вӗсем шывланса каяҫҫӗ, хӗрача сасси чӗтренет, ӑнланмалла мар ҫыпӑҫтарса хунӑ, пӗлмен сӑмахсене васкаса кала-кала ярать вӑл. Епле йӗксӗк! Ку ростовщик ытти ростовщиксенчен ҫакӑнпа уйрӑлса тӑнӑ: вӑл ыйткалакан карчӑкран пуҫласа придворнӑй вельможӑна ҫити пурне те кирек мӗн чухлӗ кивҫен укҫа парса тӑма пултарнӑ. Анчах вӑл пурӗпӗрех. — Шыв! Ҫак ҫыру епле те пулин сирӗн аллӑра лектӗрччӗ тесе, турра кӗлтӑватӑп! — Апла пулсан, ме, эппин, сана та, — ҫилленсе ҫитсе, пӗрех туртса ҫапрӗ Фигура Алешкӑна. Тепӗр лашипе, чӗнсене татса, Тубянск хуторӗнчи лавҫӑ-казак Войсковая сиктерсе ҫитнӗ. Анчах Клавдия Михайловна унӑн юратуне йышӑнман, шантарман, хӗрхенмен те. — Эс мӗнле майпа кунта килтӗн? Эсир, аннеҫӗм, вӗсем мӑшӑрланма шутланине пӗлетӗр-и? Вӑл халь майор. Ку вара Лӑпкӑ океана ҫитме пултарнӑ пирӗн пӗр-пӗр вырӑс Ваҫка пек. Алӑк ҫинчи ҫӑра та, хӗрлӗ пуҫлӑ казак та, хӗнесе пӗтерни те, ҫичӗ ҫӗр куҫ хупмасӑр ирттерни те асран иртсе кайрӗҫ, самантлӑха вӗри тутасем тата куҫҫульпе кӑшт йӗпеннӗ пит ҫеҫ юлчӗҫ. Унӑн пичӗсем шӑнӑр туртнӑ пек чӗтренсе илчӗҫ. Ӑнсӑртран ҫеҫ, прерипе пынӑ чух, эпӗ сирӗн йӗрсене тӗл пултӑм. — Хӗвел ҫине тытса пӑх ав! Драгунсем пӗтӗмпе аллӑ ҫын пулнӑ, тата сеттльментре пурнакан мирлӗ ҫынсем хушшинче ҫавӑн чухлех юланут тупма май килнӗ. Халь ӗнтӗ, пурнӑҫӑма каҫ мӗлки ҫапа пуҫланӑ чух, ҫав хӑвӑрт иртсе кайнӑ ирхи, ҫурхи аслатирен ҫӗнӗреххи, хаклӑраххи мӗн юлчӗ? Каллех хамӑн кивӗ, ҫӗтӗк-ҫурӑк тума тӑхӑнса, леш сахӑр пичкине кӗрсе лартӑм, хам ирӗккӗн савӑнса пурӑнма тытӑнтӑм вара. Ӑна тухса кайма ҫул парӑпӑр. Куҫӗсем унӑн ку вӑхӑтра та ҫавӑн пекех тӗлӗнмелле пӑхнӑ. — Унта кайса килӗпӗр, вара ман патӑма таврӑнӑпӑр та каллех пикетла выльӑпӑр. Ҫук, Том, кӑна такам харлаттарать. — Эс мӗн тума таврӑнатӑн? — Анчах та эсир тин кӑна вӗт-ха Грант капитан вилмен тесе каларӑр? Нумай сӑмахлама юратман телеграф чӗлхипе телеграмма ҫакна асӑрхаттарать: Питӗ секретлӑ. Кӑнтӑрла сасартӑк ҫап-ҫутӑ хӗвел пӑхма пуҫларӗ. Хатӗрлевҫӗн пушӑ портфелӗ ҫул хӗрринчи курӑк ҫинче выртать. Полина ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те, ҫав тери хӗрӳллӗн, ҫыртнӑ пек чуп тӑва-тӑва, унӑн куҫӗсем ҫине, ҫӑварне вӗри сывлӑшпа сывласа пӑшӑлтатрӗ: — Суятӑн, юрататӑн, юрататӑн. Эсӗ — лайӑх мар ача, чӑрсӑрскер! Начаррине эпӗ сантан ним те курман та, пурте калаҫҫӗ — эсӗ лайӑх мар, теҫҫӗ. Вӗсен чӗрӗ, йӗплӗ чӑтлӑхӗнче асӑрхануллӑн утма тивет. — Хӑлха чикки туянас килет-и? Ман чӗппӗм хӑйшӗн те тӑма пултарать, тата, турӑ парсассӑн, ытти ырӑ ҫынсем те ӑна пӑрахас ҫук. Урӑхла каласан, ӗҫ мӗнле ҫаврӑнса кайӗ-ши… е мӗн пуласси, сирӗн юратӑвӑр е туслӑхӑр мӗнпе пӗтесси, ҫинчен эсир иксӗр калаҫатӑр-и? — ыйтрӑм эпӗ, ӑна лайӑх мар асаилӳсенчен пӑрса ярас шутпа. — Кухньӑпа столовӑй пирӗн пӗрремӗш этажра, — терӗ Паганель, — иккӗмӗшне ҫывӑрмалли тӑвӑпӑр. Эпӗ ухмаха тухнӑ ҫын евӗрлӗ-ҫке-ха. Эпӗ вӑрман еннелле утрӑм, сылтӑм еннелле пӑрӑнтӑм, старик хушнӑ пек, сылтӑмалла та сылтӑмалла илсе пытӑм та, юлашкинчен, ҫӗнӗ майпа, урӑхла каласан, колоннӑсемпе туса лартнӑ чул чиркӳллӗ тата ҫавӑн пекех колоннӑсемлӗ улпут ҫурчӗллӗ пысӑк яла пырса кӗтӗм. Анчах ҫатӑртатса ҫунакан сасӑран урӑх нимӗн те илтеймерӗ. Никам та чӗнмест. — Ҫапла, сэр, пачах нимӗн те. — Ху кам-ха эсӗ? — «Александр Силыч, аттем, сана пиллеме ыйтатӑп». Вавжон Топорек хӑй Америкӑна тухса кайни ҫинчен, ҫак япала мӗнле пулса тухни ҫинчен шухӑшларӗ. Капла туни ҫак енчен те усӑллӑ: эсир виличченех ҫурри хӑрса типсе каятӑр та, сирӗн виле ҫӗрни те хӑрушах мар пулать вара. Шӑпама пӗлес шутпа эпӗ вӑрахчен асапланса лартӑм; анчах ман куҫӑмсене халлӗхе хӑрушла кичем инҫет кӑна курӑнать. Унтан, алӑк ҫӑрине тӗрӗслес тесе пуль ӗнтӗ, крыльца патнелле чупрӗ. Вӗсем хуллен пусса аяла анчӗҫ. Тӗпелти кӗтессе йывӑр аманнӑ Степан Дятловпа чирлӗ Целуйкона вырттарчӗҫ. Хӑй ӑшӗнче макӑрнине палӑртас мар тесе, вӑл водительпе юнашар мар, хыҫала кайса ларчӗ. Атте ӑҫта? — Лайӑх суять! Хуть эсӗ ман пичче, ҫапах эс мана ан кала, сан каламалла мар. Ку пулма тивӗҫ, вӑл ҫаплах та. — Эпӗ ӑна леҫсе патӑм, сеньорита. Темиҫе самант хушши Фома хускалайман та, чӗнеймен те, вӑл сехӗрленсе, тӗлӗнсе, ашшӗ ҫине пӑхса тӑнӑ, унтан, сасартӑк сиксе ӳксе, унӑн пуҫне ҫӗр ҫинчен ҫӗкленӗ, пичӗ ҫине тинкерсе пӑхма пуҫланӑ. Анчах Гленарван унӑн савӑнӑҫне виҫерен ирттерсе ямарӗ, ун шухӑшӗпе нимӗнле тӑватӑ ураллӑ япала та ҫакӑн ҫӳллӗш Кордильер тӑвӗсем ҫинче пулма пултараймасть. Ҫук, Том, эсӗ лайӑхрах шухӑшласа пӑх, — эпӗ сана тӗрӗс калатӑп, — шухӑшласа пӑх. Ман хыҫран кала: Александр Сергеич… — Бесиев — татӑклӑн каласа хучӗ Гайнан. Мӗн чухлӗ кӑна калаҫман-ши эпир ун ҫинчен! Вӗсенчен ыйтса пӗлме хӑяймарӑм, анчах ман Филипп ятлӑ буфетчик тусӑм пурччӗ, вӑл сӑвӑ вулама питӗ юрататчӗ, гитара ӑста калатчӗ — эпӗ унран ыйтса пӗлтӗм. Ҫак ыр кӑмӑллӑ ҫынсен ячӗсене Европӑри нумай халӑхсем мухтаса асӑнаҫҫӗ, вӗсем евӗрлӗ ҫынсене хальхи писательсем хушшинче те, авалхи писательсем хушшинче те тӗл пулма пулать. Ҫакна эпӗ хам профессиональнӑй ученӑй пулмасан та ҫапла ҫирӗплетсе калатӑп. Метеорологи сержанчӗн чӑн-чӑн ятне пӗлмен пулсан та, вӑл ӑна хӑйӗн савӑнӑҫсӑр шухӑшӗсене тӑтӑшах пӗлтерсе пычӗ. — Санпа Макар Нагульнов йышшисене. Княҫсем пекех, ҫӗр ҫӑттӑр мана! — Сирӗн хушӑри хирӗҫӳ тахҫанах пуҫланнӑ-и? Совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫма эпӗ тепӗр хут та кайма пултаратӑп, колхозра та чӗреренех тӑрӑшса ӗҫлетӗп, анчах партие ҫырӑнма пултараймастӑп… — Епле пулма пултарать-ха? Анчах ҫаксем вӗсен куран инкексен малтанхи сыпӑкӗ ҫеҫ-ха, малалли ҫинчен эпир ҫитес сыпӑксенче каласа кӑтартӑпӑр… Том, Бекки хӑйне тапӑннипе тӗлӗнсе хытса кайнӑскер, нимӗн тума та аптраса вырӑнтах тӑрса юлчӗ. Эсир мана хула хапхи патне ҫитиччен ӑсататӑр-и? — Савнӑ Паганель, — тесе йӑпатрӗ ӑна Гленарван, — пур ҫӗрте те пулма хӑват ҫитмест пулсан, пӗр вӑхӑтрах темиҫе ҫӗре ҫитсе курма май ҫук. Паганелӗн телей те пур ҫав, ӑна капитан помощникӗн сунтӑхӗнче кӑштах ҫуркаланса пӗтнӗ кӗнекесем тупма тӗл килчӗ, вӗсенчен пӗри испанилле, вӑл вара Испани чӗлхине вӗренме шухӑш тытрӗ. Юлашкинчен, судья хӑйне аван туять тенӗ хыпар сарӑлчӗ, часах вӑл йӑлтах сывалса ҫитрӗ. — Ҫапла, тӗрӗс, — терӗ Айртон. Пичче ҫула май кӗрсе тухса кайрӗ, эпир унпа икӗ ҫул хушши курнӑҫса калаҫманччӗ. Апла дипломатсем ҫеҫ хӑтланаҫҫӗ. Анчах акӑ ҫил юлашки хут чӑптана карӑнтарса туртрӗ те таҫта тарса ҫухалчӗ. Анчах халь Ярцев пачах урӑхла, пит уҫҫӑн ӑнланмалла шухӑш ҫине куҫрӗ: халь ҫапӑҫӑва-мӗн кӗрес пулсан, паллӑ мар-ха, вӗлереҫҫӗ-и ӑна унта, ҫук-и. — Мӗн, Николай Еремеев кантурта-и? — тенӗ хытӑ сасӑ илтӗнчӗ ҫенӗхӗнчен, унтан пӗр пысӑк ҫын, ҫиленнӗскер пулмалла, тӗрӗс мар та, анчах палӑрмалла хӑюллӑн курӑнакан пит-куҫлӑскер, самаях типтерлӗ тумланнӑскер, алӑк янаххи урлӑ каҫса тӑчӗ. «Тен, вилмӗн-ха!» — тесе каласшӑн пулчӗ амӑшӗ, анчах ӑна сӑнтан пӑхса илчӗ те шарламарӗ. Пӗтӗмпех пӗтрӗм эпӗ!.. — Пулӑшсамччӗ эсӗ, — терӗ хӗр. Паллах, вӗсем хӑш-пӗр чухне хӑйсене хӑйсем тӗлӗнмелле тыт-каланинчен кашниех кулма пултарать; ҫиелтен ҫеҫ пӑхсан, сӑнавҫӑ шӳт туни вӗсен тивӗҫлӗхӗсене пуринчен ытла Жан-Поль калашле: вӑл пулмасан, ҫыннӑн чаплӑлӑхӗ те пулма пултараймасть, тенӗ характер уйрӑмлӑхне, ҫыннӑн хӑйне майлӑлӑхне (individualite) пӗтерме пултараймасть. Эпӗ аллӑма тӑсса стенана хыпаласа пӑхрӑм; манӑн аллӑм юнланнӑ. Ӑна Марьянкӑпа пӗчченҫи пулма аван мар пулчӗ, анчах вӑл, хӑйне юриех асаплантарасшӑн пулнӑ пек, хӗр патне пырса тӑчӗ. — Тавах сире! — Сывлӑхна патӑр! Жегули тӗлне ҫитрӗмӗр те, туран пире хирӗҫ ҫил тухса карӗ — вӑйран сулӑнсах ҫитрӗмӗр, пӗр вырӑнта пат чарӑнса тӑтӑмӑр, чӳхенкелесе тӑратпӑр, ҫыран хӗррине пӑтӑ пӗҫерме тухрӑмӑр. Манӑн характер ҫынна пӑхӑнасшӑн мар. Гарри Грант характерӗ вуҫех урӑхлӑ: вӑл мӗн те пулин шухӑшларӗ пулсан, вара ӑна пурин те пӑхӑнмалла. Еленӑпа Инсаров икӗ енӗпе те имшеркке йывӑҫсем (вӗсене кашни ҫулах лартаҫҫӗ, вӗсем кашни ҫулах хӑраҫҫӗ) лартса тухнӑ тӑвӑр сукмакпа, Лидо хӗррипе, тинӗс патнелле ҫул тытрӗҫ. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗнешкел телейсӗр эпӗ!» Чӑнах та ӗнтӗ, вӗҫӗ-хӗррисӗр ирӗк ҫӗршывра сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ колонист, хуть те кам пулсан та, ывӑннӑ хыҫҫӑн ҫапла ларма пултарать. Кӑмӑлӑра мӗнле килет, мана вӗлерме те хӗрхенме те пултаратӑр. Урӑх эпӗ нимӗн те пӗлместӗп. Ман атте маншӑн мӗн тума пултарнине пурне те турӗ. Эпӗ ӑна пурин ҫинчен те каласа парсан, вӑл хӑйӗн ӗҫне пӑрахрӗ те, мана Англие, кунта пулса иртнисем ҫинчен нимӗн те аса илтерме пултарман ҫӗре, илсе кайрӗ. Пӑван пуҫне ҫӗклерӗ. — Бойко ӑҫта? — ыйтрӗ игумен. Пӗчӗк пӳртри хӑрушӑ кӗске тытӑҫура икӗ петлюровецӑн пуҫӗсем ҫӗрӗк арбузсем пекех саланса кайнӑ. «Сасартӑк вӗсем мана ал памасан? — шухӑшлать вӑл, — ал парӗҫ те тата ҫаплипех, эпӗ пуррине асӑрхамасӑрах, пӗр-пӗринпе ҫеҫ калаҫӗҫ, е пачах пӑрахса кайӗҫ, ман вара аристократсем хушшинче пӗр пӗччен кӑна тӑрса юлмалла пулать». Ӗҫ сахал пулӗ манӑн!» тесшӗн пулнӑ пек пӑхса илчӗ те, ун аллинчи пакета карт! туртса илчӗ. Пакет ӑшӗнче направлени тата ытти хутсем пулнӑ. — Ну, малалла вара? — хистерӗ Давыдов васкаман калавҫа. Катя вара хӑнасем пур чухне, уйрӑмах Мимипе, ҫепӗҫрех пулма тӑрӑшать. Пуринчен малтан вӑл Маунганаму сӑртне тӗплӗн сӑнаса тухма хушрӗ. Дикарьсем тапӑнас ҫуккине аванах пӗлсе ҫакна вӑл хӳтӗленме мӗнле майсем пуррине шырама мар, тухса тапма майлӑрах вырӑн шыраса тупас тӗлӗшӗпе тума хушрӗ. Ҫак телейлӗ саманта вӑл нумаях кӗтме шутламан, мӗншӗн тесен вӗсен чӗлхинчи уйрӑм сӑмахсемпе пуплевсене вӗренес ӗҫре эпӗ тӑвакан ҫитӗнӳсене вӑл хӑй куҫӗпех курса тӑнӑ. — Ара сан, ырӑ ҫыннӑм, ҫава туянмалла, — терӗ карчӑк, сӗтне пит васкаса кӑкшӑм ҫине тултарнӑ май, старик ҫине шиклӗн пӑхкаласа. — Хӗҫне пӑрах ӑна. Бовдюг та лав ҫинчен пӗрсе анчӗ; чӗре айӗнченех пырса лекрӗ ӑна пуля; анчах вӑл хӑйӗн мӗнпур ватӑ чун-хавалне пухрӗ те: «ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑшӑн ӳкӗнместӗп! теприне те турӑ ҫакӑн пек вилме пулӑштӑр! вырӑс ҫӗрӗ мӗн ӗмӗр пӗтичченех чаплӑ пултӑр!» терӗ. Ашлӑ хӗрлӗ аллисем йывӑҫ креслӑн пӗкечисем ҫинче выртаҫҫӗ. Ун пурнӑҫӗнчи хурлӑхлӑ ӗҫсен тӗвви ҫак самантран пуҫласа салтӑнма тытӑнчӗ… Вӑрманта эпир пӗр пӗчӗк ушкӑна ҫеҫ тӗл пултӑмӑр. Унӑн аллинче темиҫе хут татӑкӗпе чӗркенӗ темле япала пурччӗ. Тулта сивӗ ҫумӑр чашлатса стенана ҫапрӗ, мӑрьере ҫил кӗрлерӗ, тӗпсакайӗнче темскер кӑштӑртатрӗ. Кусем Грушницкипе драгун капитанӗ пулчӗҫ. Юлашкинчен ак вӑл вӑрҫми пулать. Ҫур ҫулта пӗрремӗш хут!.. Ҫапла, кайӑттӑм эп ҫынсем патӗнчен… мӗнле те пулин ӗҫ ӗҫлӗттӗм… Ҫапла сехет иртрӗ. Йӗри-тавра шӑплӑх тӑнине кура, тепри Талькав вырӑнче пулсан, татах ҫывӑрса кайӗччӗ. Сирӗн чӑматанӑр ман патра… Курса та каяс килмест. Ҫӗнӗ Зеландие сайра хутра суту-илӳ ӗҫӗсемпе пырса ҫӳрекен Джемс Уэлдон вӗсене кунта хӑй илсе килнӗ иккен, хӑех Сан-Францискӑна илсе таврӑнма шутланӑ. Ытти ачасемпе пӗр йышши ача манӑн хӗре нихҫан та ҫӗр айӗнчи шӑтак ӑшӗнчен ертсе кӑларма пултарас ҫукчӗ тет вӑл. Кӳршӗри ял пире курӑнмастчӗ, анчах вӑл инҫех мар, пиртен темиҫе ҫӗр ярдра, кӳршӗри бухтӑн тепӗр енчи ҫыранӗнче ларатчӗ. Суккӑр ыйткалакан, пирӗн патӑртан тухсан, тепӗр енелле кайнине аса илни мана питӗ хавхалантарчӗ. Эпӗ — тӑван анне ҫинчен калатӑп. — Вӑхӑтӑм пулмарӗ… вӑхӑт пулмарӗ ҫав, ҫавӑнпа уйрӑлса кайрӑм… — мӑкӑртатса илчӗ Щукарь мучи, Давыдовран айккинерех пӑрӑнса. Апатлансан, Лозневой тӗкӗр умне пырса тӑчӗ те хӑй ҫине пӑхса кӗскен:— Охо! — терӗ. Ӑҫтан кӑна тухать-ши унӑн чӑтӑмлӑхӗ? Пӗлместӗп. Лось ыйхинче мӑкӑртатать, йынӑшать, пичӗ тепӗр чухне телейпе ҫиҫе-ҫиҫе йӑлкӑшать. Тиншӗк чӑтайман та рота командирӗ патне ҫӑхавлама чупнӑ, рота командирӗ ҫавна ҫырупалан фельдфебель патне янӑ, фельдфебель вара ӑна кӑвакарса, шыҫса кайнӑ питӗнчен тата ҫур сехет хушши хӗненӗ. Пирӗн сулӑ темӗн пысӑкӑш ҫӗлен пек авкаланса виҫ-тӑватӑ пин фут тӑрӑшшӗ тӑсӑлса пыракан, вӗҫне куҫпа пӑхса курмалла мар шыв курӑкӗсен ҫумӗпе иртсе пычӗ: эпӗ ҫав вӗҫсӗр тӑсӑлнӑ курӑксен вӗҫне тупса курасшӑн хавассӑн пӑхса пытӑм, анчах сехет-сехечӗпех кайсан та вӗҫне тухаймарӑмӑр. — Халь вӗсем пӑлхар апостолӗ мӗнле вилнине курса тӑччӑр. Мана хӑвӑр арӑмӑрпа паллаштарма ыйтатӑп. — Сирӗн нимӗн те пулман пулӗ тесе шанатӑп. Давыдова чӑпӑрккапа ҫунтарса илнӗнех туйӑнчӗ. Акӑ вӗсем тачӑ ушкӑнпа ӑна хупӑрласа тӑраҫҫӗ, вӗсен урлӑ ӑна нимӗн те курӑнмасть. Ҫакӑ ман хӑлхана Ниагара шыв сикки шавланинчен те ытларах хупласа илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ещӗкре пит тӗттӗм пулса ларчӗ, унтан ман ещӗк ҫӳлелле хӑпара пуҫларӗ те, чӳречен ҫӳлти куҫӗсенчен ҫутӑ курӑнчӗ. Эсир Уйӑх карттипе паллашнӑ: ҫак карттӑ астрономсем сӑнакан Уйӑхӑн ҫур пайӗ кӑна. — Мӗн? — кӑшкӑрчӗ офицер. Эсӗ малтан ман чухлӗ пурӑнса кур, Константин Наркизыч, вара ман ҫинчен сӳтсе яв. Ннколай ӑна малтан куҫ харшине пӑшӑрхануллӑн хускатса, унтан — тӗлӗнсе итлерӗ, юлашкинчен ун сӑмахне пӳлсех кӑшкӑрса ячӗ: — Итлӗр-ха! — ку ҫав тери аван! Шоссепе васкамасӑр кӑна шурӑ перчетке те адъютант мундирӗ тӑхӑннӑ офицер килет. Часовойӗ, Хура тинӗс казакӗ, шӑнкӑрав сассине илтсенех, ыйхӑ тӗлӗшпе: «Кам ишет?» — тесе тискеррӗн кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вӗсен хӗрлӗрех, ҫинҫе пичӗсем «шохо» тӗтӗм ҫӑтнине сехӗрленӳпе сӑнаҫҫӗ. Шыв ҫийӗ ҫыран хӗррисемпе чикӗленсе тӑнӑ майлӑ, уҫланкӑн симӗс ҫийӗн аяккисемпе тӗксӗм симӗсрех ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем ларнӑ. Ҫав тери хӑрушӑ ӗҫсем курнипе, эпӗ хамӑн шухӑшсене ниепле те йӗркене кӳрейми пулса, вырӑнтан тапранмасӑр тӑтӑм. Лешӗ хутсене хӑвӑрт вуласа тухса, ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсене куҫӗсемпе виҫсе илчӗ. Эпӗ те юрлӑп, эп пултаратӑп, эп калатӑп. — Акӑ мӗн тӑвар, Гек — терӗ Том, — атя укҫана тӑлӑх арӑм Дугласӑн вутӑ сарайӗн маччи ҫине пытарса лартар, эпӗ ирпе килетӗп, укҫине шутлатпӑр та валеҫетпӗр. Унтан вара ӑна пытарса лартма вӑрманта шанчӑклӑ вырӑн шыраса тупатпӑр. Эсӗ хӑвна мӗн панине вула, хӑвна кирлӗ мар ҫӗре кӗрсе ан кай! Ӑҫта унта! Енчен ҫак ҫырӑвӑмсем хӑҫан та пулин хӗрарӑм тӗлне лексен, мӗн пулӗччӗ-ши? Вӑхӑт иртнӗҫемӗн иртет, мана шыв ӗҫес килни асаплантарма пуҫларӗ. — Тӑванӑм! — пӑшӑлтатрӗ хӗр, ӑна чӗтрешерех хӑй сумне ҫупӑрласа. Огнянов хытанка юлан утҫӑ патне пырса тӑчӗ те пуҫ тӑйса саламларӗ. Пылчӑк, шурлӑх! — Паллах, — килӗшрӗ Петр темӗнле эгоизмпа, анчах самантрах чарӑнчӗ. Магнитлӑ тӑвӑл ҫил-тӑвӑл пек мар. Сӑмахран — Софья… Кам вӑл ҫак тӗнчере?.. Мӗншӗн тесен, Лушка пек хӗрарӑмсем арҫынсене ӗҫе ямаҫҫӗ, ӗҫрен уйӑраҫҫӗ, вӑт ҫавӑнпа пӑшӑрханатпӑр та эпир саншӑн… Пурте килсе тӑрӑнаҫҫӗ те вара: «Кӳр-ха, лашасене апат пама пулӑшам!» — тесе йӑлӑнса аптӑратаҫҫӗ, кашниех хӑйӗн лашине ытларах утӑ пӑрахса пама тӑрӑшать… Ҫапла пулин те, амӑшӗ тӑчӗ те, ачана чуптӑвас тесе, ун умне пӗшкӗнчӗ, вара, вӑл сисиччен кантӑк умне сад енчен пырса тӑрас тесе, пӳлӗмрен шӑппӑн тухрӗ. Кӗҫӗрхи ҫӗр икӗ хутчен ҫав тери сехӗрленсе ирттернӗскер, вӑл халӗ ӗнтӗ ун пек сехре хӑпнине виҫҫӗмӗш хут тӳсмелле пуласран хӑрарӗ: ҫак ылханлӑ ӗҫе хӑвӑртрах пӗтересшӗн пулчӗ, ҫӗр ҫине тухса, ҫак ҫын ӑна чӑнахах вӗлериччен е тӗрмене хуптариччен, унран хӑвӑртрах тарма кӑна шутласа пычӗ. — Ыран пӗр тӑват сехетсенче ман пата шӑнкӑртаттарса пӑх. Ҫынсем мӗн сӑлтавпа кӗпӗрленсе тӑнине вӗсем ҫавӑнтах ӑнланчӗҫ. Кондрат малти пӳлӗме кӗчӗ. Ку кӗпепе хӗрарӑмсене ан курӑн. Пӗлес килет, эсир малашне мӗн тума шутлатӑр? Казак Марьянӑна, ҫапла ыталасах, ҫынсенчен аяккалла, ҫуртӑн тӗттӗм кӗтессинелле илсе кайрӗ. Каларӑм вӗт сана, ҫавӑн пек пулса тухать те… Сӑн-пичӗ кӑмӑлланнӑ хӗрарӑм ҫапла каларӗ: — Лаша пирки ан пӑшӑрхан, ӑна ачасем илсе кайӗҫ, эсӗ кӑштах тӑхта-ха, эпӗ сан валли сивӗ сӗт илсе килем. Кӗсменсемпе ишсе пыракансенчен тӑваттӑшне вырӑнтах вӗлернӗ, чӗрӗ юлнисенчен иккӗшӗ аманнӑ боцмана тытса судно ҫине ишсе тавӑрӑннӑ. — Нимӗн те, эпӗ станичнӑйне анчах каласа парӑп. — Кашт канӑр-ха! — терӗ ӑна Марийка часах. Эсӗ ытла та ырӑ, савнӑ тусӑм; ман кӑмӑла хуҫасран, хӑван ӗҫӳсем чӑннипе епле пулса пынине пытаратӑн; ҫапах эпӗ ҫакна тӗшмӗртетӗп; эсӗ, ахӑртнех, питӗ нумай выляса янӑ, анчах эпӗ тупа тӑватӑп сана, ҫакӑншӑн пӗртте кӳренместӗп; ҫавӑнпа ку ӗҫе тӳрлетме май пулсан, тархасшӑн ун пирки нумай ан шухӑшла, кӑлӑхах ан хуйхӑр. Вӑл чӑнах та Зинаида умӗнче айӑпа кӗчӗ, ҫавӑнпа вӑл ытларах ватӑ княгиньӑна юрама тӑрӑшрӗ, унпа пӗрле генерал-губернатор патне каретӑпа кайса килчӗ; ҫапах унта кайса килни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ, ӑна унта темле офицерсемпе пӗрле тахҫан пулса иртнӗ лайӑх мар ӗҫ ҫинчен аса илтерчӗҫ те, ун вара хӑй ҫинчен вӑл вӑхӑтра ӑна-кӑна питех чухлайман ҫын пулнӑ тесе ӑнлантарма тиврӗ. Ӑна юратнипе ҫав тери киревсӗр ӗҫ тумалла пулчӗ — ун ҫинчен аса та илес килмест. Пӗрре ҫапла, пӳлӗмсемшӗн пӗрремӗш хут икӗ уйӑх хушши тӳлемен чухне, кивӗ, якалса пӗтнӗ, йӳнӗ тумтир тӑхӑнса ҫӳрекен уборщик Филиппе Ривэра мисс Сетби сӗтелли ҫине утмӑл ылттӑн доллар кӑларса хунӑ. Дворянсен пуҫлӑхӗ прокурорпа пӑшӑлтатрӗ, хула пуҫӗ вӗсене питҫӑмартине сӑтӑркаласа итлерӗ. — Ҫапах та тӑрӑшса пӑхар. Ыран ман патӑма иртерех кил. Эпир пур енчен те темӗн чухлӗ галерейӑсем пырса кӗрекен пӗр пысӑк айлӑма ҫитнӗ. Кӑшт ытларах ҫыврас килет. — Эпир иксӗмӗр калаҫнӑ пекех. Малтан эсӗ, кулак пурлӑхӗпе мухтанса, ҫак пӳлӗме ӗлӗкхи пекех хӑвартӑм, терӗн, анчах эсӗ, ман шухӑшпа, пӳлӗмне кӑна мар, унӑн хӑйӗн ӑш-чиккине те сыхласа хӑварнӑ, факт! Казаксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, кӗтсе тӑчӗҫ, унтан шӑналӑк тавра пӗр чӗнмесӗр ларса тухрӗҫ. Аллисене тӑсса, хура пӑнчӑ хыҫҫӑн сулахаялла та сылтӑмалла сулӑнчӗ. — Эп сире калатӑп, Граф сывах тетӗп, Граф вилме шухӑшламасть те тетӗп! — терӗ Смион хаджи. Эпӗ кӑшкӑрнине хирӗҫ нумаййӑн хытӑ кӑшкӑрса ячӗҫ, ҫапла вӗсем виҫӗ хут кӑшкӑрчӗҫ. — Ҫук, апла мар. Ҫав икӗ урапине туртса илтӗмӗр эпир, анчах ҫӗрле мӗн чухлӗ тиесе кайнӑ-ха вӗсем?! — Ляхсенчен урӑх мӗн кӗтейӗн, — терӗ Христофор атте. Хӑйне тыткаланинче унӑн нимӗн тума пӗлменни курӑнать; ман ҫине вӑл пӗрре те ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Вӑл мӗн тери ӑшӑ кӑмӑллӑ пулсан та, хам ҫапла шухӑшларӑм: эпӗ унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ун кӑмӑлне килмест, ҫакна палӑртасшӑн мар пулнипе кӑна ачашлать пулас мана. Калинкке патӗнчи уксах старик — эпӗ вӗт вӑл! Макар Нагульнов кӗскен кӑна каларӗ: — Ырламастӑп, Андрюха! Эсир мӗнле шухӑшлатӑр, мӗн шухӑшлать ӗнтӗ пирӗн ҫинчен ҫак ҫын? — терӗ малалла Павел Петрович, дуэль пуличчен темиҫе минут маларах ҫеҫ Базаров патӗнчен икӗ тӑлланӑ лашана хӑваласа кайнӑ, халь, — каялла тавӑрӑннӑ чухне, пуҫне тайса «улпутсене» ҫӗлӗк хывса чысласа иртнӗ мужик ҫине кӑтартса. Унӑн нумай хутчен ҫунӑ ула-чӑла кӗпи-йӗмӗ сенкер тӗслӗ пулса кайнӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, ӳсӗр те кӗрен сӑнӗ хаваслӑн ҫутӑлса тӑнӑ, ватӑлма пӗлмен ҫивӗч куҫӗсем ялкӑшса йӑлтӑртатнӑ, хӗсӗннӗ. Эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм. Кӑшкӑрать: «Ҫук! Мана эсир лартаймӑр! Ун пекки ҫине пырса тухмарӑр! Плансем парӑр мана! Ҫӗр виҫекене илсе килӗр кунта, Христоса сутакана илсе килӗр!» Вӑл хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсем витӗр ҫӗмӗрсе тухса тарма тапӑнса пӑхнӑ, анчах хролинсем ӑна флигеле каялла хӑваласа кӗртнӗ, ҫиччӗшӗнчен пӗрне персе ӳкернӗ Антонюк кунашкал перкелешӗве пӗрре анчах лекмен, анчах яланах терес-тӗкел тухса пынӑ: кашнинчех ӑна гранатӑсем тата тӗттӗм ҫӗр хӑтарнӑ. Вӑл ура ҫинчех пӗр чашка кофе ӗҫрӗ те, ҫула кайнӑ чухне тӑхӑнакан сарлака хӗрӗллӗ шлепкине илчӗ. — Хӑех ирӗкре ӳсет. Билль Галлей марселӗн аялти рифне тытма каларӗ. Курса кӑна юласчӗ! Таврӑнсан, Игнатьева патӗнче Устиновича тӗл пулчӗ. — Таса турӑ амӑшӗ! — Пакет? Ҫамрӑк кӗтӳҫӗ кӑмакана тата вутӑ пӑрахрӗ. Вӗсене кунта ытлашши хисеплесех кайман, курӑнать, аялти полкӑна тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗмарсемпе пӗрле пӑрахнӑ. Анчах салтак сасартӑк темле чӑрсӑрлана пуҫларӗ. Эс аҫу мар… сирӗн пек юпах — шанчӑклӑ халӑх мар… эсӗ пӗр уйӑх хушшинче пӗтӗм ӗҫе чӑлхатса яма пултаратӑн… Йывӑҫсем витӗр вӑл Тоня Туманова агитпоезд военкомӗпе — Чужанинпа пынине курчӗ. Эсӗ вунултӑ-вунҫичӗ ҫул тултарсан ҫеҫ типӗ тытма пуҫлатӑн. Вӑрӑ-хурахсене ГПУ тыттӑр, пире чекистсен ӗҫне хамӑр ҫине илме кирлӗ мар. — Ҫапла пуласса кӗтсе тӑмаллаччӗ те ӗнтӗ! Ман ҫавӑнта ҫитме вӑй ҫиттӗрччӗ кӑна! Йытӑ вӗрни илтӗнсе кайрӗ. Мӗн пулӗ унпа? Мӗншӗн ҫапла-ха вӑл? Паллах ӗнтӗ, донья Исидора Коварубио де-Лос-Ланос патне курма каять. Вӑл пӗлтермерӗ ӑна ашшӗн пӗтӗм парӑмне тӳлесе татма пулнине тата кӗмӗл укҫан пин тенкӗ тыттарнине. Эпӗ сӗмсӗрленсе, тивӗҫсӗрех лайӑх ҫынна кӳрентертӗм. Хальхинчи анекдочӗ унӑн ҫапларахчӗ: пӗр офицер теприне — ку, паллах, ӗлӗк-авал, никам астуман вӑхӑталлах пулса иртнӗ — америксен дуэльне сӗннӗ, ҫитменнине шӑпа тени вӗсемшӗн тенкӗлӗх хут укҫа ҫинчи тӗкел е хӑрах шутланнӑ. Килте манӑн кӗнекесем пур; — Тинех ҫитрӗн иккен, — терӗ Кораблев кӳреннӗ сасӑпа. Маттурччӗ — ултӑ хут ҫапӑҫура пулнӑскерччӗ». Сӗтелӗн тепӗр кӗтессинче икӗ офицер лараҫҫӗ. Ҫавӑ уншӑн пит те вырӑнлӑ пулнӑ пулӗччӗ. Хумсем ҫинче сиксе ҫӳреме вӗреннӗ ҫын йӗнер ҫинче те ларса пыма пӗлет. — Мӗн эс турра кӳрентеретӗн? — ятланӑ ӑна Анфиса. — Кирек мӗн калӑр та, эсир йӑнӑшатӑр, хаклӑ Гленарван. Горизонт ҫине пӑхмалла мар, унтан ҫӳлерех, пӗлӗтсем ҫине. Каплах пулсан, тупата, малашне урама тухса ҫӳреме те хӑрушӑ!» Кусем вӗсем — тахҫанхи ҫырусем! Мӗнле сирӗн шутпа, вӑл манран аякках уйрӑлса кайрӗ-и, эпӗ ӑна… Мӑшӑр пулма питех тивӗҫлӗ мар-и вара? Эпӗ хӗрӗх иккӗре кӑна-ха, ку вӑл шӑп чӑнласа служба пуҫламалли вӑхӑт. Пуриншӗн те паллӑ пулнӑ: Сав манра-патши хӑй урисене никама та кӑтартман, ҫавна кура ҫӗре ҫити тӑсӑлнӑ вӑрӑм кӗпе тӑхӑнса ҫӳренӗ. Иманус пӗчченех тӑрса юлчӗ. — Никама та йышӑнмасть теҫҫӗ, — салтӑннӑ май малалла калаҫрӗ Христофор атте. Ӑна вара хӑй тусӗсене юратнӑ пек тата вӗсемпе пӗрлех урӑххине те тахӑшне юратнӑ пек туйӑнчӗ. Ну, паттӑра комиссар ҫапла калани савӑнтарать, вара вӑл пуҫтахланса мар, ӑспа ҫапӑҫма тытӑнать… Паровоз хыттӑн ҫухӑрса яни хӗрсе кайма хатӗрленнӗ тавлашӑва пӳлчӗ. Нӳрӗ кунсенче нӳрлӗхе ҫӳренипе, ӗҫленипе ҫӗнтерес пулать. Тарҫӑ мана кӗме алӑк уҫса ячӗ. Алӑк урлӑ пусса каҫнӑ чух пуҫа ҫӳлти янаха ҫапӑнтарасран эпӗ хурсем хапха айӗнчен кӗнӗ чухнехи пек хытӑ пӗшкӗнсе кӗтӗм. — Эсӗ капла мӗн туса хутӑн-ха, ҫӗлен!.. Ҫӗр патне ҫитме тепӗр вӑтӑр-хӗрӗх миль тесе шутланӑ вӑл, ҫӗре унӑн сӑмси айӗнчех пулнӑ иккен. Темиҫе сӑнав туса пӑхас пулать, унта вара курӑнӗ. — А! акӑ ӑҫта вырӑнаҫнӑ эсир! — илтӗнчӗ ҫак самантра Василий Иванович саҫси. Мересьевӑн япаласем чикмелли миххинче колбаса, консерва, ырхан айӑкӗсем ҫине тӑвар хытса ларнӑ икӗ селёдка тата ҫарта паракан пӗр ҫӑкӑр тупӑнчӗҫ. — Ӑҫталла пӑхсан та — пӑшалсем, тупӑсем. Паян каҫхине темӗн те пӗр пулса иртрӗ. — Эсӗ халӗ те малтанхи пекех шикленетӗн иккен, санран халӗ те шанӑҫа ҫухатнӑ ҫын сӑмахӗсенех илтетӗп! — терӗ вӑл. Акӑ, тӗслӗхрен, ночлежнӑйсем, богадельнӑсем, ӗҫлӗх ҫурчӗсем тата ытти ҫавӑн пек учрежденисем. Хӗрарӑмсемпе ачасем, эсир ан хӑрӑр, савӑнса тӑрӑр. Пирӗн чи хӑюллӑ хӗрарӑм та оперӑна чӑлхасӑр кайма хӑяйман пулӗччӗ, кунта пачах урӑхла — ниме те пӑхса тӑмаҫҫӗ, чӑлхасӑрах ҫӳреҫҫӗ. Ывӑнни ҫине персе, Воропаев малтан каяс темерӗ, анчах, юлашкинчен, килӗшрӗ, машина совет делегацийӗ вырнаҫнӑ дворец патнелле улӑхма тытӑннине асӑрхасан, вӑл пӗчӗк ача пекех хӑраса ӳкрӗ. — Ан ҫиллен, ваше благороди! Сашӑн япалисене курсан, эпӗ вӗсене курасшӑн ҫунни пӗтӗмпех сӳнсе карӗ, эпӗ вӑл япаласенчен вӑтаннӑ пек пултӑм, Сашӑна тата хӗрхенес килсе карӗ. Анчах ун чухне, вунтӑххӑрмӗш ҫулхине, пӑтӑ пекехчӗ-ха. Эпир «Гретхен портӗнчен» ишсе тухнӑ хыҫҫӑн профессор Лиденброк мана карап журналӗ ҫырса пыма хушрӗ: журнал ҫине пур сӑнавсене те, тӗрлӗ улшӑнусене те, ҫил ӑҫталла вӗрнисене те, епле хӑвӑртлӑхпа пынине те, миҫе километр ишсе кайнисене те, — пӗр сӑмахпа каласан, хамӑрӑн ҫак тӗлӗнмелле ҫул ҫинче мӗн пулни-иртнисене пӗр сиктермесӗр ҫырса пымалла пулчӗ. Эпӗ юрату, илем, этемлӗхпе хам мӗнлерех хутшӑнусенче тӑни, ҫутҫанталӑк, ҫынсен пӗртанлӑхӗпе телейӗ, поэзи, турӑ ҫинчен сасӑпа уйлама мар, — кун пирки каламастӑп та, — лайӑххӑн шухӑша кайса ларма та хӑю ҫитерейместӗп. Эпир хамӑрӑн хупӑ пуху пеккин сан патӑнта ирттерес терӗмӗр, — ӑнлантарса пачӗ Дора. Юриех нимӗн те пӑлханман пек туни ҫаксен кӗске вӑхӑта кӑна пырать: хура автанӗ, пушар тухнӑ вырӑнтан чанка вирхӗнсе вӗҫсе хӑпарнӑ пек, сасартӑк ҫӗре тапса хӑварчӗ те ҫунатланса ҫӳлелле сикрӗ, хӗрли те ҫӳлелле ыткӑнчӗ. Ҫакӑнта Яков ҫынсен хӑйне йӑлӑхтарса ҫитернӗ ухмахлӑхне тата тепӗр хут курнӑ: ыранах вилӗм ҫапса хуҫас ҫынсем мӗн пирки килӗштермесӗр пурӑнма пултараҫҫӗ-ха? «Пур сире, йытӑсене, лӑскакансем!» терӗ вӑл, лях ҫине ыткӑнса. — Асӑрханарах! — терӗ Хохол, кухаркӑна аллинчен ҫавӑтса кӗрсе. Джеммӑн та пӗр пайӑрка шурӑ ҫӳҫ пур. — Пултараймарӑм… сан патӑнтан пӑрахса каяймарӑм! — терӗ вӑл, сывлӑшне аран ҫеҫ ҫавӑрса. Икӗ сехет иртсен, тимӗрҫӗ фургона юсаса пӗтерчӗ. — Эпӗ урасене ҫунӑ, — пӑшӑлтатать Суламифь, — мӗнле пусмалла-ха манӑн вӗсемпе урайне? Пире кунта нимле аслати те, нимле ҫумӑр та хӑрушӑ мар. Ҫапла вара, халех ӗҫе тытӑнас. Халӗ ӗнте вӗсене юр хӳсе кайнӑ, ҫӳлти уҫӑ тӑракан тӑрнашкисем ҫеҫ вӗсен хуралса тӑраҫҫӗ. Кӗвӗ чарӑнчӗ кӑна, тем пысӑкӑш зал ҫав тери тӗлӗнсе-савӑнса кайнӑ халӑх ушкӑнӗ тӑвӑллӑн алӑ ҫупнӑ сасӑпа тулчӗ. — Эсир ухмаха ернӗ-и! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Половцев. Ҫырмара, тӗтӗм ӑшӗнче, шур хут листисем вӗҫсе ҫӳретчӗҫ. Ҫӗнӗ ҫынсем, подноспа канфет йӑтса, аттене тав тума пырсан, сенкер хӑюллӑ калпак тӑхӑннӑ Маша пире те кашнинех хулпуҫҫинчен чуптӑвать тата тав тӑвать, эпӗ ҫав вӑхӑтра унӑн ҫӳҫӗнчен роза помадин шӑрши сарӑлнине ҫеҫ туятӑп, пачах пӑлханмастӑп. Амӑшӗ — карчӑк, хӗвелпе пиҫнӗ вӑйлӑ аллисене тавӑрса, ҫаврака лутра тутарла сӗтел ҫине виноград, типӗтнӗ пулӑ, каймак тата ҫӑкӑр сарса хучӗ. — Хӑйне хӑй пӗлми пулни текен ӑнланӑва ҫутатса панӑ чух эпӗ йӑнӑшсем тумастӑп-и, хисеплӗ полковник? Халӗ эсир куҫӑра вылятӑр, мана вылятса ҫитет, ҫак намӑсран ман ун ҫине пӑхас те килмест! Юрӗ ӗнтӗ, эсир тем аппалансан та, эпӗ сирӗн пӑтӑрмахӑрсене чӑтма хатӗр, хӑвӑр тӗрӗс-тӗкел ҫитни паха. — Эсӗ мӗнрен те пулин хӑратӑн-и? — Ҫук, ҫунатӑм, кирлӗ пулсан, эпӗ нимӗнрен те хӑрамастӑп. Губернатор ҫурчех-ши вара ку? Тинӗс, хӑйӗнпе хӑй урнинчен ӗшеннӗ пек пулса, лӑпланса пычӗ. Ун вырӑнне кӑнтӑрпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен хӑйсемпе пӗрле ҫӑра тӗтре илсе килекен йӑваш сывлӑш юхӑмӗсем пуҫланчӗҫ. Скелет Утравӗ хӳтӗлесе тӑракан проливра, эпир ӑна малтанхи хут курнӑ чухнехи пекех, тӑхлан тӗслӗ йӗксӳ шыв пӗр хускалмасӑр выртать. — Калӑпӑр, акӑ, сӑмахран, Бондаренко, эсӗ пӑшалпа стройра тӑратӑн, сан пата начальство пырать те: «Сан аллунта мӗн, Бондаренко?» — тесе ыйтать. Вӗсем гондола патне таврӑнчӗҫ те, ун ҫине ларса, хӑйсене Canal Grande тӑрӑх васкамасӑр илсе кайма хушрӗҫ. Салтаксен вӑйӗ-халӗпе пач хисеплешмеҫҫӗ, вӗсене чӗмрен кайса ӳкичченех хӑвалаҫҫӗ. Ҫук, чӑнахах та, мӗншӗн Чумандрин патне каяс мар-ха унӑн, мӗншӗн ҫав тӗлӗнмелле ҫуртра пурӑнас мар тата мӗншӗн унӑн, Корытов патӗнче ӗҫлесе, ҫын простынисем ҫинче, ҫын пӳлӗмӗсенче ҫывӑрмалла? Пуринчен ытларах Весовщиковӑн лармалла пулать, ӑна питӗ тарӑхаҫҫӗ. Йӗри-тавра мӗн куҫ курнӑ таранах иртсе пӗтме ҫук чӑтлӑх вӑрман. Марьянка алӑка шалтлаттарса хупса хучӗ те, тем пӑшӑлтатса илсе, ҫӑмӑллӑн пускаласа каялла чупса кайрӗ. Хамӑрӑннисем патне питех те ҫитес килнӗ пуль ҫав. Юмӑҫне вӑл нимӗҫ пӑрҫипе пӑхнӑ. Вилес килет, вилес… — Халех килет, питех ан тунсӑхла! Тельмарш кӑшкӑрма пултарать, анчах калаҫма пултараймасть: питӗ йывӑр хуйхӑ пусса илсен, ҫынна кирек хӑҫан та ҫапла пулать. Хресченсем пӑхаҫҫӗ те: мӗнле тӗлӗнмелле япала-ха вӑл? — улпут, кучер пек, ҫемҫе те лапшака йӗм тӑхӑнса ҫӳрет, кунчине тавӑрнӑ атӑ тӑхӑнса янӑ; хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ, сӑхманне те кучерӑнни пеккинех тӑхӑннӑ; сухалне ӳстерсе янӑ, пуҫне ҫав тери тӗлӗнмелле ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, сӑн-пичӗ те ҫав тери тӗлӗнмелле: ӳсӗр тесе калас, ӳсӗр мар, анчах ӑс-тӑнӗ пӗтӗмпех ҫук пек туйӑнать. Хӗре ку тарӑхтарчӗ, кӳрентерчӗ, анчах лешӗ унӑн кӑкрине ҫав тери ыраттармалла лутӑркарӗ, унӑн пичӗ ҫине мӑшлатса, вӗри те нӳрлӗ сывлӑшпа сывларӗ. — Кай, яра пар, ман пата киле, — терӗ вӑл тӗлӗннипе хытса кайнӑ ҫынна тӗртсе кӑларса янӑ пекех хӑваласа: — унта арӑмран ыйт… вӑл сана чей ӗҫтерӗ, эпӗ халех пыратӑп, яра пар. Том шухӑшӗпе, ҫак ӗҫе сакӑрвун ҫул таранах тӑсма юрать. Ҫавӑн хыҫҫӑн хӑйсем пурӑнакан яла та вӗсем «Ҫӗр тӳпи» мар, «Ыттисенни пек ялах» тесе калама пуҫланӑ. «Пирӗнпе хӗрес вӑйӗ! Ромашов сылтӑмалла куҫ хӳрипе ҫеҫ тинкерсе илчӗ те инҫетрен-инҫетрен, уйӑн чи вӗҫӗнчен, пӗчӗк юланутсен пысӑках мар ушкӑнӗ, сарӑрах тусана ҫӑмӑллӑн ҫӗклетсе, строй патнелле хӑвӑрттӑн ҫывхарса килнине курчӗ. — Илмен эпӗ вӗсене, тӑванӑм! Малтан — Лушка Нагульновӑна, унтан Варька Харламовӑна ҫавӑрса илчӗ, халӗ, авӑ, учительница патне сиксе ӳкнӗ. — Мӗн каларӗ вӑл? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Ӗҫе юратакан фермер пулсан, ҫавӑн чухлӗ ҫӗр ҫинче ӗҫлесе хӑйне тӑранса пурӑнмалӑх ҫеҫ мар, перекетне те пуҫтарма пултарать. Тӑлӑха юлнӑ ача амӑшӗнчен «манӑн ачасем» тенӗ сӑмахсене илтсен, Тельмарш кулма пӑрахрӗ, ача амӑшӗ каллех шухӑша кайрӗ. Пурте вӗсем аллисене сулкалаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, пӗр-пӗрне тӗккеленсе те илеҫҫӗ. Халӗ вӑл ӑна тӳсмелле мар хӗрхенчӗ, анчах та вӑл хӑйӗн туйӑмне пытарчӗ, мӗншӗн тесен ӑна палӑртсан — Николай ҫухалса каять, именет, яланхи пекех кӑшт кулӑшларах пулса тӑрать, — амӑшӗн ӑна ун пек курас килмерӗ. Пӑхмалӑх та ҫук! — Мӗнле? — Пӗлетӗн, гяур, пӗлетӗн, — шӑлӗ витӗр ҫиллес сӑрхӑнтарчӗ жандарм хӑй сӑмахне. Эпӗ ҫав пулатех терӗм те, кукамай хулана килсенех, пӑрахса кайма шут тытрӑм, — такам ҫынӗ хӗрӗсене шӑтӑкла ҫыхма вӗрентме чӗннипе кукамай хӗл каҫипех Балахнара пурӑнатчӗ. Халь ӗнтӗ нимӗҫсене уяр ҫанталӑкра та куҫма йывӑр, ҫакӑн пек йӗпе-сапара мӗнле кайӗҫ вӗсем? — Ярӑр! — кӑшкӑрса ячӗ те вӑл вӑйсӑрланнӑ сассипе, унтан вара Ольховка ҫыннисене тӗрткелесе, малалла иртме тытӑнчӗ. Хамӑн кӗсреме йӗнерлесе утланса тухаттӑмччӗ те вара, пучахпа пучаха тытса, йӗнер сӑмси урлӑ хире-хирӗҫ ҫыхаттӑмччӗ. Джиованни хӑйне те пит ӳпкелетчӗ, тӗрмерен ҫырнӑ ҫав телейсӗр ҫырушӑн эпӗ айӑплӑ, — тетчӗ вӑл. Ҫемҫе, кӑпка юр унӑн ҫурӑмӗ ҫине тата пуҫӗ ҫине ҫыпӑҫса тулсан, вӑл вӑйӗ пӗтсе ҫитнипе, йывӑррӑн тӗлӗрме тытӑннӑ, сасартӑк, пӳртум алӑкӗ шалтлатса уҫӑлнӑ та, ҫухӑрса ярса, ӑна айккинчен пырса ҫапнӑ. Унӑн питне курас тесе, эпӗ тенкел ҫине тӑтӑм; анчах унӑн пичӗ тӗлӗнче мана каллех ҫав шупкарах сарӑ таса япала курӑнчӗ. Пур кӗнекесенче те ҫапла ҫыраҫҫӗ. — Мӗнле-ха апла мана, сирсе янӑ терӗҫ, — терӗ Гальцин, тарӑхса. Сӑрт ҫинче, ҫуллахи ҫултан инҫех те мар, шкул ачисем карталанса утаҫҫӗ, вӗсене хӑйсен ватӑ учителӗ Шпыня ертсе пырать. Иван Никифорович урай варринче пӗр илемлетмесӗрех хӑйӗн пур илемне ҫутатса тӑрать. Ҫапах, кун хыҫҫӑн кун иртрӗ пулин те, таврара ҫаплах пӗр вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв ҫеҫ сарӑлса выртать: пӗрре симӗс вӑл, тепре — кӑвак, хӑй вара пӗтӗмпех пӗлӗтпе пӗрлешнӗ. Хӑшӗ пур — хӑйӗн мӑнаҫлӑхне пула хӗн курать, нумая хапсӑнать, анчах вӑйӗ-халӗ ытла та имшеркке… тепри — хӑйӗн ухмахлӑхӗ пирки… сахал-и ун пекки мӗнрен килни?.. — Ҫапла, — пуҫларӗ вӑл каллех, кресло ҫинче халачӗпе хупӑрланарах тӳрленсе ларса, — хам пурнӑҫра эпӗ лайӑххине те, начаррине те нумай курнӑ; анчах ак ҫакӑ лайӑх пӗлет, — терӗ вӑл, ҫӑлӑнӑҫ кӳрекен туррӑн канва ҫине тӗрлесе тунӑ сӑнне, кровачӗ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑраканскере, кӑтартса, — Карл Иваныч тӳре кӑмӑллӑ пулман тесе никам та калама пултараймасть!.. Вӑл ӗнтӗ чупкаласа ҫӳресе приказсем пама, ҫамрӑк ывӑлӗсем валли лашасемпе лаша хатӗрӗсем суйлама тытӑнчӗ, витесене те, кӗлетсене те пыра-пыра кайрӗ, ыран хӑйсемпе пӗрле илсе кайма тарҫӑсем уйӑрса хучӗ. — Сирӗн кунта савӑнӑҫлӑ, — терӗ вӑл, — анчах ытлашши пӑчӑ. Турӑҫӑм, пире те ҫав чыса пар. Ҫаксем ҫинчен эп тӑна кӗрсе ҫитсен ҫеҫ пӗлтӗм… — Сирӗн сӑмахӑр, Вениамин Петрович! Акӑ вара ян-н янраттарса ярать иҫӗм пахчине Суламифӗн савӑнӑҫлӑ кӑшкӑрӑвӗ! Унтан герцог чаршава антарчӗ те, халӑха пуҫ тайса, ҫапла пӗлтерчӗ: ку чаплӑ трагедие вӗсем тепӗр икӗ хут ҫеҫ кӑтартаҫҫӗ-мӗн, мӗншӗн тесен вӗсен васкасах Лондона гастроле тухса каймалла, унта Друри Лейнра пулмалли спектакле билетсене сутса пӗтернӗ те ӗнтӗ; унтан каллех пуҫ тайрӗ те ҫапла каларӗ: «Хисеплӗ куракансем! Эхер те ҫак трагеди сирӗн чунӑрсене килентерчӗ пулсан тата эсир ӑна ӑса вӗрентекен ырӑ япала вырӑнне хуратӑр пулсан, тархасшӑн, ӑна килсе курма хӑвӑрӑн паллакансене сӗнӗр!» Темиҫе кунтан, ирхине, Окара шыва кӗнӗ чухне, ӑна Маврин поручикпе Нестеренко курчӗҫ; вӗсем ун патне темӗн чухлӗ вӑлта хуллисем хурса тултарнӑ кимӗпе ишсе пычӗҫ, ялан сивӗ те лӑпкӑ поручик Якова хуллен пуҫ тайса, ним чӗнмесӗр саламларӗ те тӳрех юханшыв варринелле ишсе кайрӗ, Нестеренко вара, хывӑннӑ май, хуллен кӑна каларӗ: — Абрамова кӑлӑхах илмен эсир, питӗ шеллетӗп сире малтарахран систерейменшӗн. Пӗр аллинче маҫилкке, тепӗр аллинче тикӗт лакӑмӗ тытса, Тихон ун патнерех пычӗ те, маҫилккипе фабрикӑн тӗксӗмрех хӗрлӗ, чӗрӗ аш тӗслӗрех ҫурчӗ ҫине кӑтартса, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса илчӗ: — Санӑн унта вӗсем — шукӑль Седов, чалӑш Морозов, унӑн шӑллӗ Захарка, вӗсемпе пӗрлех Зинаидка та мӗн калаҫнине итлесе пӑхасчӗ, — вӗсем тӳррӗнех калаҫҫӗ: ют ҫын аллисемпе туса пыракан ӗҫ — сиенлӗ ӗҫ вӑл, ӑна пӗтерсе хурас пулать, теҫҫӗ… Негоро каланине итлесе, Жозе-Антониу Алвиш пунш тума кирлӗ хатӗрсене пуҫтарчӗ. Макар пуҫне вӑштах ҫӗклерӗ те Разметнов ӑна куҫран пӑхрӗ. Сӗтел йӗри-тавра вырнаҫса ларса, картла выляса ларакан хӗрлӗ ӳтлӗ виҫӗ тискер ҫынна курсан, Фелим часах урӑлса кайнӑ. Вӑл Гальвей графствинче ҫуралнӑ ҫын. — О, манӑн пит илтес килетчӗ вӑл калаҫнине! Ку ӗмӗрте ҫынсем крепоҫсем те, керменсем те туман, мӗнле май килнӗ таран вӑхӑтлӑха улӑм пӳрт ҫеҫ лартнӑ. — Вула, вула, — терӗ Жихарев, ман пуҫа кӗнеке пӗшкӗнтерсе. — Лайӑх пачӗ вӑл ӑна! Шкул ҫуррине яхӑн пӗчӗкленнӗ: аслӑ классенче вӗренекенсене ҫуррине яхӑн ытти шкулсене куҫарнӑ. Офицерсем ӗнтӗ унтан хӑйсене интереслентерекен ыйту ҫинчен ыйтма хатӗр пулнӑ мӗн, анчах Кассий Кольхаун пырса кӗнине курсан, вӗсем тӑхтама шутларӗҫ. Зоя килсе кӗчӗ: ҫакӑн пек илемлӗ пит-куҫ курман эпӗ, тесе шутларӗ Елена; Вӑл нимӗн те калаймарӗ, хӗрелсе кайрӗ, унтан ирӗксӗрех хыттӑн кулса ячӗ. Этемре тӗрӗслӗх ҫук, — акӑ мӗнле вӑл… Илтнӗ вӑл: вӑйлӑ ӗҫкӗ, шавлӑ ӗҫкӗ пулнӑ: ӗҫнӗ савӑт-сапине те йӑлтах ҫапса салатса пӗтернӗ; ниҫта та пӗр тумлам эрех те юлман, хӑнисемпе тарҫисем хаклӑ черккисемпе, куркисене вӑрласа кайнӑ; акӑ килхуҫи шухӑша кайса тӑрать, вӑл «ку ӗҫкӗ пулман пулсан, темиҫе хут лайӑхчӗ» тесе шутлать. Ҫавна шпион теҫҫӗ-и? Люба ҫапах та ырӑ ман тӗлӗшпе!.. Мана кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахнине эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗччӗ, анчах ҫак дама та кӑшкӑрни лайӑх мар пек туйӑнчӗ, — вӑл хуллен хушса калас пулсан та, кашниех ӑна итлетчӗ. Почта яланах ҫав Ермил ҫӳрет. Йыттисем унӑн веҫех вилсе пӗтнӗ. Темшӗн ун йыттисем пурӑнмаҫҫӗ; пӑхасса вӑл вӗсене лайӑх пӑхать, ҫапах пурӑнмаҫҫӗ, вилеҫҫӗ. Ах, Николенька, чунӑм! — тӑсрӗ вӑл малалла уйрӑмах ҫепӗҫҫӗн, тунмасӑр каласа панӑ хыҫҫӑн лӑпкӑрах сасӑпа, — ҫавнашкал хӗрарӑм хута кӗнин пӗлтерӗшӗ мӗнешкел пысӑк! «Чипер кайса килӗр, улпутӑм!» — терӗ вӑл ӑна, нӑшӑклатса. Ҫапах та, ҫав йӗрсене аран ҫеҫ уйӑрса илме пулнӑ, вӗсене разведчикӑн ҫивӗч куҫӗ кӑна асӑрханӑ. Ытти хапхасем патӗнчен кайӑр! Вӑл кӑштах хӗрӗнкӗ ӗнтӗ, каланӑ хушӑрах тытӑнкаласа тӑрать, хайне ӗненессе шансах кайманран пулас, хӑйпе пӗрле лараканни ҫине хӑюллӑнах пӑхаймасть вӑл, ҫитменнине тата вӑл ку ӗҫре ытла та паллӑ выран йышӑнса тӑнӑ-мӗн, хӑй каласа панӑ тӑрӑх, унта чикӗсӗр хӑрушӑ пулнӑ-мӗн, курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, каласа панӑ чух вӑл чӑнлӑхран пит аякка пӑрӑнни. Колумб кайса киличчен Америка текен калама ҫук пысӑк материк пур иккенне европеецсенчен никам та пӗлмен; Унтан, тӗршӗнкелесе илсе, намӑсланнипе хӗрелсе кайса, вӑл чӗрне вӗҫҫӗн урама тухрӗ. — Ниҫтан уйӑрса илейместӗп, господин. Вӗсем мӗнпур вӑйпа ишсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа кимӗ Вайкато шывне хирӗҫ пулин те малалла хӑвӑрт ыткӑнать. Анчах ҫаксене эпӗ пурне те шкултан таврӑнсан тумаллаччӗ-ха, халлӗхе ӗмӗтпе шухӑшран урӑх нимӗн те пулма пултараймасть. Акӑ, пӑх-ха, — терӗ пичче ҫак хаклӑ йывӑҫ татӑкӗсенчен пӗрне тинӗсе ывӑтса ярса. Герцог пиншакне хыврӗ те: «Мана урӑх нимӗн те кирлӗ мар» — терӗ. — Яков Тарасович, пӗчӗк те хытканскер, пӗркеленчӗк питлӗскер, тӗпренчӗк хура-шӑллӑскер, кукша та тӗксӗмскер, пурнӑҫ хӗрӗвӗпе ӑшӑннӑ пек пӗтӗм чунхавалӗпе сиксе чӗтренӗ, тулли, яштака, ҫамрӑк хӗрӗ ҫине чӑнкӑртатса саланакан, йӗрӗнекен сӑмахсем тӑкнӑ. Вӑрмантан инҫех мар, унтан пӗр икҫӗр ярдра тенӗ пек, пӗр лаша канлӗн курӑк ҫисе ҫӳрет — ҫав хайхи пуҫсӑр юланута лартса ҫӳрекен лаша. Мӗн курӗҫ-ши вӗсем? Вӑл, ҫамрӑк ҫын ҫинчен хурлӑхлӑ та ырӑ куҫӗсене илмесӗр, каялла чакса пӳлӗмрен тухрӗ. Лӑплан-ха… Силвио ӗнерхи ҫинчен пӗр сӑмах та асӑнмарӗ, пире хальчченхи пекех йышӑнчӗ. Ҫын тени хӑй ирӗкӗпе сӗкӗнет пулсан, ун пеккине вӗлереҫҫех вара. Тусем ҫинче пурӑнакан пур кӗтӳҫсене те, хӗл каҫмалли пур ҫуртсене те иртен-ҫӳрен ҫынсене йышӑнма юрамасть тесе приказсемпе пӗлтерсе тухрӗҫ. Хӑрушлӑха эпӗ мар, эсӗ пырса лекӗн. Эпӗ пӗртте иккӗленсе тӑмастӑп: эпӗ вӗсен аллинчен ҫӑлӑнса таратӑпах ӗнтӗ, сана асап курмашкӑн пӑрахса хӑварӑп. — Ак тамаша! — чупкалама пуҫларӗ Агеевна. Илтетӗр-и, илтетӗр-и, Анна Васильевна. Ваҫили Андрейч ҫуна ҫиттине тӳрлетмесӗрех ҫуна патне пырса тӑнӑ. Пӗлейместӗп, пулӑшма пултарайӑп-и сана, анчах, тен, мӗнле те пулин канаш парӑп хӑть… Анчах манӑн чиркӗве ҫӳремелеччӗ, шӑматкунсерен — ҫӗрлехи кӗлле, праҫниксенче — кӑнтӑрлахи кӗлле. Ҫав примитивлӑ сӗтелех, ҫав кроватех, ҫав пукансемех. Пӗтӗмпех пӗтеретӗп! — А эс тымар ҫине тӑр… Тымарсем нумай, пусма пекех. — Тилхепи кӗскерех ман, сӑмсу патне ҫитереймӗп, — чӑннипех ҫиленсе кайрӗ Дегтярев. Калас пулать; вӑл хӑй ҫинчен лайӑх мар ят хӑварнӑ, Миссисипи штатӗнче ҫуралнӑ пирки вӑл Миссисипски волонтерсен полкӗнче капитан пулнӑ. Ҫывӑхрах курӑнакан йывӑҫсем мана хӑйсен сулхӑнӗпе илӗртеҫҫӗ, анчах шыв юхӑмӗ мана сӑмсах тӗлӗнчен малалла илсе кайрӗ. Эпӗ пӗр анекдот пӗлетӗп акӑ. Кусем пӗтӗмпех кунӑн иккӗмӗш ҫуррин пӗрремӗш ҫурринче пулса иртеҫҫӗ. — Хӑвӑрӑн план ҫинчен пире каласа кӑтартӑр та, эпир вӗсене пӑхса тухӑпӑр. Турӑ мӗскер парать, ҫавна хыпса ҫӑтать. Шел, унӑн репутацийӗ темӗнлерех… Ку та нимех те марччӗ, анчах нимӗнле шухӑш ирӗклӗхӗ те, нимӗнле анлӑлӑх та, ҫавӑн пекки нимӗн те ҫук унӑн… Эпӗ хамӑн ята: Николай Иртеньев, тесе калам та, ҫак пӗлтерӳ пурне те шалтах тӗлӗнтертӗр, мана хупӑрласа илччӗр тата мӗншӗн те пулин тав туччӑр. Ҫемьере ҫын шухӑш-кӑмӑлпа та, шӑмми-шаккипе те лайӑхрах упранса пурӑнать, ҫемьере вӑл — уксус ӑшне чикнӗ кӑмпа пек. Вӑл чупса кайрӗ те калпакне тӑхӑнса килчӗ, урӑхланма та ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ вӑл, ҫивӗтне хӑюсем янӑ. — Манӑн аллӑмсем ыратаҫҫӗ! — мӗнпур сасса путарса, тикӗссӗн те янӑравлӑн каларӗ Рыбин. Таркӑнсем хӑпаракан хӗвелӗн илемлӗ ҫути еннелле — хӗвелтухӑҫнелле пыраҫҫӗ. Фелима хӑратнипе калаҫма чарнӑ, ун хуҫи хӑй ҫӑварне йывӑҫ пӑкӑ чиксе лартнипе ним калама та пултарайман. Сехет пит хуллен тиклетет. — Ярӑр мана! — терӗ майор. — Пуҫла, ан тӑсса тӑр! — васкатрӗ Чернявкин. «Пӗтӗмпех юмах ку, ӑна пӗтӗмпех ачасем валли ҫырнӑ!» терӗ Джемма, ку сӑмахсем вӑл чӑнахах Гофмана килӗштерменнине пӗлтернӗ ӗнтӗ. Кунпа пӗрлех суккӑрӑн вӑйлӑ аталаннӑ музыка туйӑмӗ пӑхмасӑр калама вӗренес ӗҫе хутшӑнать те, урӑх ҫын ҫырнӑ пьесӑра урӑхларах, хӑйне уйрӑм йӗр хӑварать. Кайӑрах, ӑслӑ пуҫӑм, паян урӑх вилместӗп тесе кавалерист сӑмахне паратӑп сире. Ҫенӗхре туртса тӑраканнисем ушкӑнӗпех каялла таврӑнчӗҫ те, тухмалли ҫӗрте капланса, хыҫалти ретрисене итлеме чӑрмантарчӗҫ. Примуса эсир пӗр минутрах чӗртсе яма пултаратӑр. — Lise, чӑнах та вӗт, сана Психея евӗр ӳкерни килӗшерех парать? — Сталин пахчаҫӑпа темӗн ҫинчен калаҫрӗ, темӗнле культура мелне е ӑна сыпмалли меслет сӗнчӗ, лешӗ хирӗҫлерӗ, пирӗн патри климат нумай тӗрлӗ ҫимӗҫе лартса тума чӑрмантарни ҫинчен каларӗ. Урса кайнӑ ҫил-тӑвӑл сакӑрвунӑ фунтлӑ тупӑсене лафет ҫинчен илсе пӑрахма пултарать пулсан, акӑш-макӑш ахӑракан хумсем ҫинче пыракан караппа мӗн пулма пултарнине хӑвӑрах чухлатӑр ӗнтӗ! Мӗтри, Печорск райкомол секретарӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑранпа, вӗренме килми пулчӗ. — Халь ун пек хӑтланни вӑл ӑсран кайнӑ пек пулса тухать! Юлашкинчен вӑл чарӑнса тӑчӗ те пуҫне сулкаласа илчӗ. — Ну, мӗн? Старик ҫиллеслӗ ответ пачӗ: — Пирӗн — пур, анчах сана валли — ҫук! Хӑрушлӑх ҫинчен, кашни минутрах вилӗм килме пултарасси ҫинчен шухӑшлама унӑн вӑхӑт та пулман. Ну, каланӑ пулсан та, мӗнех-ши вара? — Санӑн лашу мӗнле, Роберт? — тесе ыйтрӗ Гленарван, ача ҫине пӑхса. — Вӑрҫӑ! — Ӑҫта вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ, вӑл хушнине пӑхӑнма хатӗрленсе. Мана мӗн! Айванла пулать ҫапах та тетӗп кӑна эпӗ… — Мӗншӗн тесен, тусӑм, манӑн ывӑл пур. Вӑл чирлӗ, анчах икӗ ҫыншӑн тӑрӑшма эпӗ ҫав териех вӑйлӑ мар-ха. Пӗр самантлӑха вӑл чарӑнса тӑчӗ те, унӑн шухӑшӗ татӑлчӗ, пӑтранса кайнӑ пек пулчӗ. Эпир аслаҫупа шутларӑмӑр, санӑн Су-ис-ксис-ин пулмалла терӗмӗр. Кӑнтӑрла йывӑр пулнипе ывӑннӑ мустангер хӑйӗн вырӑнӗ ҫине кӗрсе выртрӗ. — Вӑл кӗҫенсе ячӗ. Кашни кунах эпӗ Анохин системипе гимнастика тӑватӑп. Мюллер системипе ӳт-тире сивӗ шывпа ҫӑватӑп. Хӑвӑртрах! Ушкӑн аякка кайма та ӗлкӗреймерӗ, кашкӑрсем вӗтлӗх патне ҫитсе те тӑчӗҫ. Кашни еху тепӗр еху ӳт-пӳ ҫитменлӗхне курать пулсан, ҫав хушӑрах вӑл хӑйӗн ӳт-пӳ ҫитменлӗхне курма пултараймасть. Эпӗ ӑна капитан кашни кунах каякан скалӑна кӑтартрӑм тата вӑл чӑннипе каласан, часах таврӑнать пулӗ, терӗм. — Мӗнле часах? Сехетрен-и? Икӗ сехет иртсен-и? Унтан, мана темиҫе ыйту пачӗ те, юлашкинчен ҫапла каларӗ: — Ҫапла, манӑн юлташӑм Билли маншӑн ӗҫкӗри пекех савӑнса кайӗ, — терӗ. Ну, юрӗ-ҫке, — тенӗ Игнат, ӑна, алла илсе. Тӳррипе каласан, кунти ҫынсем пурте тӑшмансем пек туйӑнаҫҫӗ ӑна, кунти пурнӑҫ та питӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӑна, ҫавӑнпа та Горевӑна Австри шӑпи ним чухлӗ те хавхалантармасть. Атте малтанах турткалашса тӑнӑ, юлашкинчен килӗшнӗ те, леш хаваслӑ ҫын вара чӗререн савӑнса портрета хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ. Амӑшне ку пӑшӑрхантарчӗ. Дагерротипсем тин ҫеҫ сарӑлма тытӑннӑ). Сылтӑм еннелле тайӑларах пыракан «Пилигрим» тинӗсре хӑвӑрт шурӗ. Ун хыҫҫӑн юлакан тӳрем йӗрӗнчен карапӑн шывра пыракан пайӗ лайӑхах пулни курӑнчӗ. Вилсе пӗтрӗҫ-им? — Эсӗ турра маннӑ шуйттан. Тем ӑнӑҫмаллах шухӑшласа пычӗ пулас-ха вӑл, мӗншӗн тесен вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те тӳрех ман пата пычӗ. Махоркине кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнчех панӑ, анчах нихӑшӗн те хут ҫук, ҫавӑнпа ӗнтӗ Умрихин, ҫак инкеке пӗлсе, тӳрех отделеннӑй патнерех пычӗ:— Хут тупатпӑр-ши, сержант юлташ? Пӑшӑрханса та шикленсе пайтах пӑхса тӑчӗ вӑл; сехет хыҫҫӑн сехет иртрӗ, кӑнтӑрла та сулӑнчӗ, йӑлӑмра ҫаплах ҫын тавраш курӑнмарӗ. Тата мӗн шутламалла, Огнянов нимӗн те пӗлмерӗ. Пурте вӗсем хӑйсен офицерлӑхӗнчен ҫакӑнса ҫатӑрланӑ, мӗншӗн тесен вӗсем урӑх ниҫта та юрӑхлӑ мар, ним тума та пӗлмеҫҫӗ. Тӑхта, вӑл, тӳрӗ кӑмӑллӑскер, тӳре туса парӗ сана. — Тавлашуллӑ япала вӑл, Паганель, — терӗ майор. — Пӑртак чӑтса тӑр-ха, ачам. Ҫаврӑнса пӑхать: Басаврюк! у! тискер сӑн-пит! Колчо, пӗвӗпе лутра, сыпкаланипе сӑнсӑрланнӑ ҫын, терт чӑтса курнӑ сӑнарӗ кӑмӑллах курӑнать, хӑй сӗм-суккӑр. Вӑл флейтӑпа калама ӑста, хӑйӗн флейтипе ҫӳресе пӗтӗм Болгарие каснӑ, чӗлхи-ҫӑварӗ пит ҫивчӗ те япшар, шӳтлеме юратать, ҫакӑн пек уҫӑ кӑмӑллисен ушкӑнне ҫитмесӗр пӗрре те сиктерсе хӑвармасть. Хуҫа пуласси — ахалех килмест!.. — Кулӑ вӑл тӗтӗм мар: куҫа ҫиес ҫук! Анчах эпир Джимпа канашласа пӑхрӑмӑр та шухӑша кайрӑмӑр. Галерея ҫинче такам шӑхӑрнӑ та, икӗ сасӑ, пӗри ача сасси, тепри мужик сасси, хыттӑн чӗннӗ: — Каштанка! — Николаевсем патӗнче эпӗ хамӑн ытти пӗлӗшсем патӗнче пулнинчен пӗрре те ытлашши пулман, — терӗ вӑл хыттӑн та ҫивӗччӗн. Сеющие со слезами радостию пожнут…». Мӗнле лекнӗ ку замаска ун кӗсйине? Эсир сурансене ҫыхса яракан пункта кӗрсе тухӑр: пирӗннисем пур унта — вӗсем сире ӑсатсах ярӗҫ. Унтан король герцога кӑлт! тӗртрӗ те, — эпӗ асӑрхарӑм ҫакна, — йӗри-тавра ҫаврӑнкаласа пӑхрӗ, кӗтесре, икӗ тенкел ҫинче, тупӑк ларнине курчӗ; вара вӗсем герцогпа иккӗш пӗр-пӗрне хулпуҫҫирен ытамласа, тепӗр аллипе куҫӗсене шӑлкаласа васкамасӑр, сумлӑн унталла утрӗҫ, халӑх, ик еннелле сирӗлсе, вӗсене ҫул пачӗ; шавлама, калаҫма чарӑнчӗҫ, пурте: «Ш-ш-ӑп!» — теҫҫӗ, арҫынсем, шлепкисене хывса, пуҫ тайрӗҫ; шӑна вӗҫни те илтӗнет. — Ҫамрӑк пулин те нумаййине хапсӑнать, — тенӗ Денни антрепренерӗ. Халсӑр алӑпа эпӗ сехет патне тӑсӑлса ҫитетӗп те ун ҫине пӑхатӑп, вара ман асар-писер тӗлӗксен вӗҫӗмсӗре тӑсӑлнӑ пӗтӗм карти пурӗ те ик-виҫ минут хушшинче ҫех пулса иртнине тунсӑхлӑ аптравпа чухласа илетӗп. Ҫав тери аякра пулнипе вӑл вӑйлӑ телескоппа та ҫаврашка пек мар, ҫутӑ пӑнчӑ пек кӑна курӑнать. Эпӗ каларӑм: парӑс лайӑх тытатӑп, кӗсменпе те пит аван ишеп, терӗм. Ҫавӑн пек каҫсенче — кӗнекесем пулӑшмастчӗҫ, вара эпир Павӑлпа иксӗмӗр ҫынсене хамӑр майсемпе йӑпатса савӑнтарма тӑрӑшаттӑмӑр: хамӑр питсене хӑрӑмпа, сӑрсемпе сӗреттӗмӗр, сӳспе капӑрлататтӑмӑр та, хамӑр шухӑшласа кӑларнӑ тӗрлӗ комедисем выляса, ҫынсене култарса, кичемлӗхпе паттӑррӑн кӗрешеттӗмӗр. Вӑл нихҫан та хӑйӗн сисӗм туйӑмне чӑн кирлӗ пек пытарса тӑма пӗлместчӗ, акӑ халь вӗсем ман умра йӗркипех курӑнса тӑраҫҫӗ, тӗрӗсрех каласан, пӗр йӗркесӗр темелле. Анчах ку ӗҫ тухмарӗ манӑн — калав кӗрӗс-мерӗс, кӑмӑла каймалла мар шалти чӑнлӑхсӑр пулса тухрӗ. — Маттур, Паганель! — тесе аллине ҫупрӗ Элен, Паганель лайӑх ҫавӑрттарса хунинчен кулса. Кӑштах тӑрсан сиксе те тӑтӑм. Акӑ ӗнте вӗсем виҫҫӗшӗ те аслӑ ҫул хӗрринче иртсе каякан юланутсем ҫине пӑхса тӑраҫҫӗ. — Мана мӗн тери йывӑр иккенне пӗлместӗн ҫав эс! Вӑл пит нумай, таттисӗр тенӗ пекех туртать. Ҫакӑн ҫинчен ыйтнӑ чух Сашенька амӑшӗ ҫине пӑхмарӗ; вӑл пуҫне малалла пӗшкӗртсе ҫӳҫне тӳрлетрӗ, хӑйӗн пӳрнисем чӗтрерӗҫ. Шутник ҫеҫ, акӑ, вӑт Бенедиктов, ӑна астуса пӑхма юрать, Максимыч! Хамӑр учетчикран сӑрлӑ кӑранташ татки илтӗмӗр те, ун варрине вӗри шывра ирӗлтертӗмӗр, пӗр манерлӗ ҫакӑн пек виҫӗ ыйту ҫыртӑмӑр. Ывӑл, хам вырӑна юлакан кирлӗ. — Пушар ҫути ҫук. — Тата сана ӗҫшӗн мӗнле тӳлемеллине те ҫӗнӗрен пӑхса тухӑпӑр. — Хушамачӗ мӗнле? — Ҫук, ҫӑмӑл урапа кӳл, — терӗ Давыдов. (Пурте кулаҫҫӗ.) Паганель, сунарҫӑ пулса та, повар пулса та, пурин мухтавне те тивӗҫрӗ. Хӑйне саламланисене ученый аслӑ ҫынсен тивӗҫлӗхне кӑтартса йышӑнчӗ. Хам та вара пуҫ ӳкерни халӗ аппаланакан ӗҫрен лайӑхрах пулатчӗ, тесе шухӑшларӑм. Пире кукамайӑн менелникӗ пулассине тата пирӗн ҫак кун тӗлне парнесем хатӗрлемеллине пӗлтерсен, ман пуҫа кукамая хисеплесе ҫак кун ячӗпе сӑвӑ ҫырса парас шухӑш пырса кӗчӗ, часах рифмӑллӑ икӗ йӗрке тупрӑм, ыттисене те ҫакнашкалах хӑвӑрт тупасса шантӑм. Базаров тутисем сивӗ кулӑпа туртӑнкаласа илчӗҫ. — Неушлӗ ҫапмарӗ? — ҫав тери тӗлӗнсе кайрӗ Щукарь мучи. Вӗсем кӗрсен эпӗ хам тивӗҫе пурнӑҫласа пуҫ тайрӑм пулин те, малти пӳлӗмре ман ҫине пачах ҫаврӑнса пӑхмасӑр, нимӗн чӗнмесӗр пӗчӗкки пысӑкки патне пычӗ те ун умӗнче чарӑнчӗ. — Э-э, тӑхта-ха, ырӑ ҫыннӑм, — мӑнаҫлӑ сасӑпа тӑсса каларӗ ылтӑн куҫлӑхлӑ мӑнтӑр господин. Ҫӑмӑл кимӗ «Пилигримран» темиҫе ҫӗр фут аякка кайрӗ ӗнтӗ. Рыбин сулӑнса кайрӗ, хулпуҫҫисене хускатса илчӗ. — Асту, хӗнеҫҫӗ ак сана упӑшкисем, — асӑрхаттаратчӗ ӑна Хохол, Изот пекех ҫемҫен кулкаласа. Хӑнасем ахӑлтатсах кулса ячӗҫ. Ҫил ҫӗклесе хӑпартнӑ хура шӑнкӑрч кӗтӗвӗсем пит ҫӳлте мӗлтлетсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсене тахҫанах сутнӑ, халь вӗсем Занзибар ҫулӗпе сӗнкӗлтетеҫҫӗ. Ҫул ҫинче вилмесен, пурӑнӗҫ. Чӳречесен умӗнче, пӳртсенче, — кӑвакрах сӑнсем; халӗччен курман вут-ҫулӑма, пӑлхавҫӑсен сивлек, ҫӗтӗк-ҫатӑк кӳлеписене вӗсем канӑҫсӑрлӑхпа, тунсӑхпа сӑнаҫҫӗ. Хуҫалӑхра нимӗн те тумастӑн вӗт-ха эсӗ! — Эсӗ акӑ мӗн, Островнов… — Вырӑссен чӑн-чӑн Сергиевск посадӗнчи пек ача-пӑча тетти, — терӗ вӑл. Пичче питӗ ҫилленнӗ пек пӑшӑрханса каларӗ. Манӑн кулас килсе кайрӗ, Катя манран эпӗ мӗншӗн кулнине ыйтрӗ. Хӗвел пайӑрки тӗлӗшӗпе аптӑраса тӑмалли ҫук, мӗншӗн тесен пӗлӗт айӗнчен кӑнтӑр ҫути тухрӗ. Степан Иванович, палатӑра хӑй тӗллӗн утма пултарнӑ пӗртен пӗр ҫын (чӑнах, вӑл та турчӑка пек кукӑрӑлса кӗрсе, кровать пуҫӗсенчен тытса ҫеҫ утнӑ-ха), пӗрмаях хӑйне пырса лекнӗ «ухмах бомбӑна» тата контузи пирки пулнӑ «ҫӗр ҫӑтман радикулита» кулӑшла та хаяррӑн вӑрҫнӑ. Ыйӑха кайнӑ йывӑҫсем тӑрринче ҫара ҫерҫисем вӗҫкелеҫҫӗ, палӑрнӑ-палӑрми пӗлӗт ҫинче мӗлт те мӗлт туса иртсе каяҫҫӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн судья аттепе эрех ӗҫме пӑрахмалла тесе калаҫнӑ, вӑл пит чуна витермелле калаҫнӑран аттен куҫӗнчен куҫҫуль те пӑчӑртанса тухнӑ, вӑл вара миҫе ҫул ухмахланса пурӑнтӑм тесе ӳкӗннӗ, халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнатӑп, ӳлӗмрен манпа хутшӑнма никамӑн та вӑтанмалла ан пултӑр, ку тӗлӗшпе мана судья тиркемесӗр-сивлемесӗр пулӑшасса шанатӑп тенӗ. Хутла пит лайӑх пӗлекен ҫынсем ҫеҫ пурӑнӑҫа малалла тапратса пыма пултараҫҫӗ… — Кам калать ӑна? — ыйтрӗ Павел. Комиссар койки ҫинче ларакан Степан Иванович ӑна хирӗҫ: фронт линийӗ Мускав ҫывӑхӗнченех иртет, Берлина ҫитесси инҫерех-ха, тесе каласшӑн пулчӗ пулмалла, анчах Комиссар сассинче ҫав тери хаваслӑ ӗненӳ янраса тӑчӗ те, салтак ирӗксӗрех ӳсӗрсе илсе, чӑнласах хушса хучӗ: — Вӑл ҫапли ҫаплах ӗнте, чалдонла калаҫмалла мар, ҫапах та сирӗн, комиссар юлташ, ҫакӑн пек, аманнӑ хыҫҫӑн хӑвӑрӑн сывлӑха сыхлас пулать! Анна Сергеевна тесен вара, хӑвӑрах астӑватӑр, вӑл нумай чухне хӑех Евгенипе килӗшетчӗ. Ахаль пӗлӳ паракан шкулӗ пур, нумай вӗрентекеннисем ҫук… Воропаев горницӑна кӗчӗ те операционнӑя халех ӑҫта та пулин урӑх вырӑна куҫарма хушрӗ; урамрисем ҫаплах-ха халь ҫеҫ пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Шухӑшласа пӑх-ха эппин: ҫавна тума мӗн тери пысӑк хӑюлӑх кирлӗ пулнӑ! У, ялта вӑл питӗ пысӑк ҫын! Ҫапла каланӑ хушӑра вӑл Солоха патнерех ҫывхарчӗ, ӳсӗркелесе илчӗ, йӑл кулчӗ, унтан вара хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисемпе Солохӑн мӑнтӑр та ҫара аллине тӗртсе пӑхрӗ те, чеереххӗн сӑмах хушрӗ: «Мӗн-ши ку сирӗн, ытарайми Солоха?» Ҫапла каласанах вӑл кӑштах каялла сиксе илчӗ. Якова ҫаксем пурте аван мар пек, кӑштах кулӑшларах та пек туйӑнчӗ, анчах Полина пурӑнакан тӑкӑрлӑкалла пӑрӑнса кӗрсен, вӑл Полина пытарма каякансене хирӗҫ хӑвӑрт утса килнине курчӗ; вӑл шурӑ платьепе, ҫутӑ-кӗрен зонтик айӗнче пырса, хӑйӗн мӑкӑрӑлчӑк, хыттӑн карӑнтарса лартнӑ кӑкӑрӗ ҫине васкавлӑн хӗрес хыврӗ. Ҫамкине вӑл пӗчӗкрех, таса мар тутӑрпа шӑлса илчӗ те Рим цезарӗсен сачӗсем ҫинчен малалла калама пуҫларӗ. — Винт, господасем? — сӗнчӗ вӑл. Чи малтанах пӗр пар ҫамрӑк вӑкӑр туянса ятӑм, вӗсем ӳссе ҫитӗнчӗҫ. Тӳремлӗх хӗррисемпе Хакарихартоа ту тӑррисем кӑнтартса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑнтан тухиччен отрядӑн татах нумай чӑрмавсемпе кӗрешмелле пулчӗ. — Мӗн шутпа! Лагерьти хыпарҫӑ старик пулнӑ, ӑна Тӑватӑ Упа, тесе чӗннӗ. — Халӗ те ҫывӑрать-ши вара вӑл? Тен, шырама та пуҫлӗҫ тата, — терӗ вӑл пач урӑх, йӑлт лӑпланса ҫитнӗ сасӑпа. Ҫурхи ним йӗркесӗр асар-писер тапхӑр иртсе кайрӗ. Вӑл вӗсене Николай Антоныча сутас тенӗ, — ку вара шӑпах ӑна юрӑхлӑ ӗҫ ӗнтӗ! Протопопица, ҫакӑнтан тӗлӗнсе, вӗсен еннелле ҫаврӑнса пӑхма хӑтланчӗ, анчах та пилӗкне ытла та хытӑ туртса ҫыхнипе корсечӗ кашни хускалмассеренех шӑтӑртатрӗ. Укҫине эпӗ патӑм, анчах скрипка калама вӗренме пӑрахрӑм. Пит хаваслӑ та савнӑҫлӑ вырӑнччӗ ку. Увар Иванович Шубина хӑех пӳрнине хускатса чӗнсе илчӗ; Шубин хӑйне ҫул тӑршшӗпех йӗкӗлтесе пырасса пӗлнӗ вӑл, анчах «ҫӗр хӑвачӗпе» ҫамрӑк художник хушшинче темле тӗлӗнмелле ҫыхӑну тата ятлаҫуллӑ ырӑ кӑмӑллӑх пулнӑ. — Анчах вӑл кунта хӑй тӗллӗнех килсе выртман вӗт, — терӗм эпӗ, — пиртен маларах кунта кам та пулин пулнӑ пулмалла… Ун чух хул-ҫурӑм хевти кӗрсех ҫитеймен-ха ман, анчах пӗтӗм хуҫалӑха тытса пыма, ҫитӗннӗ казак пекех ӗҫлеме тиврӗ. Пирӗн команчасем — мексиканецсем кӑна, вӗсен пуҫлӑхӗ — Мигуэль Диаз, мустангер. Крайкомӑн юлашки директивине вуланӑ пуль? Хӑрушӑ профессор — пӗчӗк, типшӗм, сарӑхнӑ ҫын, вӑрӑм та ҫулӑ ҫӳҫлӗ, шухӑшлӑ пит-куҫлӑ. Эсӗ мана мӗншӗн хирӗҫлетӗн? — ҫине тӑрсах ыйтрӗ Майданников. Ҫав шутпа эпӗ хамӑн лашана илсе пытӑм та ҫине вилле хӑпартса хума тӑнӑччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра эпӗ инҫе те мар Генри Пойндекстерӗн лашине курах кайрӑм. Дымов ҫавӑнтах Емельян аллинчи кашӑка туртса илчӗ те ӑна айккинелле инҫете ывӑтрӗ. Кампа паллаштарасшӑн-ха эсир мана? Ҫур сехет те иртмерӗ, ҫак ҫула хӑнӑхнӑ ҫынсем темиҫе сехет хушши хӑпарнӑ пек чӑм шыва ӳкрӗҫ. Акӑ тинех вӗсем ту тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫ. Ун евӗр ҫынсем халь сайра ӗнтӗ… Ун шухӑшне пӗлетӗп эпӗ. Манӑн куҫ умне кӗпер тухса тӑчӗ. Эсир ҫинӗ-и? — Ку вӑл — геройсем тӑкнӑ юн ҫине сурни пулать. Ах, вот, Толине, тата тепӗр ыйту: уйӑхпа ӗҫсем мӗнле тӑраҫҫӗ? Мӗнле сан шухӑшпа, ачам, уйӑх та Англи тытӑмне кӗмен-и? Анчах эпӗ хӳтӗленӗп! Ырӑ ҫынсене кичеме ертме-и, хӑйсен сӑн-пуҫӗпе парти уставне пӑсма-и? Пӑрсем фургон тӑррине те нумай ҫӗртен шӑтарчӗҫ. Кунтан тӗлӗнмелли те нимӗн те ҫук. Хулари ахаль ҫурт тӑррисем ҫеҫ мар, тимӗр витнисем те йывӑҫ вуллисене шӑтарса кӗртекен ҫак вичкӗн пӑрсене тӳссе тӑраймӗччӗҫ. Владимир, чыслӑрах пултӑр тесе пулас, кӑшт аяккарах пӑрӑнчӗ те ларчӗ. Вӗсем Целуйкона вырттарнӑ наҫилккана ҫӗре лартрӗҫ. Мӗскер парни? — Наччасах ҫитсе тытатпӑр ӑна. Вара кайран сире ӑсатӑп. — Ҫунтарас ӑна, ҫунтарас! — пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ пурте. Сквайр Бен Ганна вӑл ҫав тери хӑракан ӗҫех ячӗ: ӑна паркра привратник вырӑнӗнче ӗҫлеме хушрӗ. Вӑл халӗ те сывах пурӑнать, ялти ачасемпе ятлаҫать, е туслӑ пурӑнать, вырсарникунсенче тата праҫник кунӗсенче чиркӳри хорта питӗ лайӑх юрлать. Иккӗшӗ те вӗсем нумай калаҫнӑ, чунтан калаҫнӑ, анчах Фомашӑн Люба сӑмахӗсем, кирек мӗн ҫинчен калаҫсасса та, пӗтӗмӗшпех ют, кирлӗ мар пек туйӑннӑ; ҫав вӑхӑтрах ун хӑйӗн пӗли-пӗлми сӑмахӗсем те хӗре нимӗн чул та интереслентерменнине курнӑ, хӗр вӗсене ӑнланма пӗлмен. — Курӑр-ха эсир, — терӗ вӑл, — ку пӗтӗмпех мӗнле те пулин прозӑлла ӗҫпе вӗҫленет… Вӑл яппунсен ирхи ҫӑмӑл халатне тӑхӑннӑ, виҫкӗтеслӗн касса кӑларнӑ тӗлте унӑн ҫара та ҫинҫе мӑйӗ ҫав тери илемлӗн курӑнать. Тыткӑна лекнӗ салтаксенчен Житомирта ҫар штабӗ пуррине пӗлсен, — тӗрӗссипе унта фронт штабех пулнӑ, — утлӑ ҫар командармӗ Житомирпа Бердичева — ҫак паха чугун ҫул тӗввисемпе административлӑ центрсене — тытса илме шут тытать. Ан хӑвала! Сӑмах паратӑн-и? Хӑй вӑл шап-шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака хул-ҫурӑмлӑ, ҫитмӗл ҫулалла ҫитнӗ ҫавра питлӗ старик, ялан тем анлӑш шӑлаварпа ҫӳрет. — Вӗсем ку вӑл хӑйсен ӗҫӗ тесе шутлаҫҫӗ. Юлашкинчен, канакансем: эпир канса тӑрантӑмӑр, терӗҫ те, хӑйсене срок ҫитичченех ҫапӑҫури чаҫсене яма ыйтрӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, авланусенчен ырри сайра хутра ҫеҫ пулкалать пулӗ, эпӗ хамӑн ватӑ ӑс-пуҫпа ҫапла шутлатӑп. — Ну, сывӑ пул! Кала ӗнтӗ, кала, ыйтатӑп. — Ну, мӗн калӑр-ши, капитан Смоллетт? — Вӑрҫа каяс теместпӗр! Аван каҫчӗ ун чух. Мӗн йывӑр? Малтанлӑха эпӗ тӳрех лараттӑм та вулама тытӑнаттӑм. Вӗсем хушшинче чиркӳ ларать, вӑл та фабрика пекех хура хӗрлӗ, анчах тӑрри фабрика мӑрйисенчен лутрарах. Пӗр ик-виҫ ырхан шыв чӑххи персе ӳкерсен, вӑл команда парать: — Атя Кунавина! Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын та ҫавӑн пек усал-тӗселе ӗненмест. Вӑл юратупа кӑшт ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй вылянӑ чухне ҫеҫ, ҫамрӑк вӑй хӑват вӗресе тӑнӑ чухне ҫеҫ пурӑнса юлнӑ, унтан хӑйне илӗртнӗ ҫиллес ҫын ӑна пӑрахса алла хӗҫ тытнӑ, вӑхӑта юлташӗсемпе те ӗҫкӗ-ҫикӗре ирттерме тытӑннӑ. Залӑна кӗрсен, эпӗ арҫынсен хушшине кӗрсе тӑтӑм та пӑхкалама тытӑнтӑм. Ҫав вӑя ниепле те ҫӗнтерме ҫук. Эсир ӑна лайӑх пӗлме кирлӗ (Майданов ытарлӑн кулса илчӗ), ӑна качча тухма ҫӑмӑл марччӗ; кайран йӗрӗ палӑрчӗ… анчах ун ӑсӗпе тума пултарайман ӗҫ ҫук. Вӑл Павела кӑмӑлламан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, хӑнана хӑй патӗнчен ирттерсе ярса, чугунӗсене кӗмсӗртеттерме пуҫларӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе чупса та илетӗп, — тем пекех часрах хӳме патне ҫитес килет. Эпӗ, кӗске курткӑллӑскер, ҫавӑнтах вилме приговор йышӑннӑ ҫын пек, урайнелле пӑхса тӑтӑм. — Аван мар! Мана нимӗн те кирлӗ мар, — тенине илтрӗ. — Мӗн туса хутӑн эсӗ ман пӳлӗмрен, разбойник? — «Иккӗ, тӑваттӑ; виҫҫӗ, ҫиччӗ; улттӑ; пӗрре; виҫҫӗ, пиллӗк; тӑваттӑ; пӗрре», — автомат пекех хӑвӑрт каласа пырать Джемма: «саккӑр, тӑваттӑ, ҫиччӗ, иккӗ; пиллӗк, пӗрре». Станица пухӑвӗнче ваттисем ӑна казаксен войски шучӗпе ӑсатма йышӑннӑ: хайхискере йӳнӗ хакпа пӗр ҫӳрен лаша, йӗнер, икӗ шинель, икӗ шӑлавар, атӑ илсе панӑ… Хамӑр хуторти власть ухмахла ӗҫсем туса пӗтернӗ, хӑшне-пӗрне вӑйпах хӑваласа колхоза кӗртнӗ, нумай вӑтам хресченсене кӑлӑхах раскулачить туса хӑтланнӑ, пирӗн власть ҫакна ӑнланса илеймен иккен: ухмахланса хӑтланнипе пӗтӗм халӑха тыткалама ҫук. Тетка сикнӗ, анчах ҫитеймен те, стена тӑрӑх каялла шуса аннӑ. Тата иккӗшӗ, вӑйӗсене шайласа, патакпа туртӑшнӑ. — Балечӗ юрӗ-ха вӑл, анчах ун чухне вырӑс балеринисене алӑ ҫупакан чее Бриан та вырӑссем паллӑ мар ҫӗрелле епле сикни ҫинчен каласа парайман пулӗччӗ. Ҫилпе юхӑм ӑна ҫак вырӑнсене хуса килме пултарнӑ. Кунне икӗ сехет, кӑнтӑрлахи апатпа сурансене имлемелли вӑхӑтсем хушшинче, вӑл нимӗҫ чӗлхине вӗреннӗ — сӑмахсене ҫине-ҫине темиҫе хут каланӑ, сӑмахсенчен уйрӑм пуплевсем тунӑ, хӑш чух вара, ют чӗлхен пӗлтерӗшӗ ҫинчен шухӑша кайса, ҫапла калаҫма тытӑннӑ: — Йӗкӗтсем, нимӗҫле «чӗпӗ» сӑмах мӗнле пулнине пӗлетӗр-и? Ан тӗкӗн мана! — йынӑшса ячӗ Том. Йӗпписене ыйтса виҫ-тӑват хут кӗлтурӑм, анчах усси пулмарӗ. — 1907-мӗш ҫулта. — Ҫавӑнтан вара яланах ҫапла ятлӑ пулнӑ-ши? Унтан вара, терраса алӑкне хытӑ хупса, Женьӑпа Таня волейболла выляма чупрӗҫ; ачине кашни вӑйӑ пӗтмессерен черетлӗн киле-киле пӑхма килӗшрӗҫ. Ҫамрӑк ҫын каллех ура ҫине сиксе тӑрасшӑн пулчӗ, анчах юлташӗ ӑна каллех: «шӑпрах, Дöнгоф!» Нимӗҫсем ҫаплах иртетчӗҫ-ха. Эпӗ вӗсене асаплантарма тытмастӑп, вӗсене вӗлерме тытмастӑп, этеме хаваслантарас, савӑнтарас тесе тытатӑп. Ме! Чылайччен вӑл ҫав вырӑнтах, ним хусканмасӑр ларчӗ. Типсе кушӑрханӑ ҫулҫӑсене пӗчӗк юханшыв ерипен малалла юхтарса пынине пӑхса ларчӗ вӑл. Ҫакӑ ӑна кулленхи пурӑнӑҫ та ҫавӑн пекех туйӑннине, пурӑнӑҫ чӑнах та ҫавӑн пеккине танлаштарса шутласа ларчӗ вӑл. Тепӗр темиҫе минутран урока пӗтеретӗп эпӗ. — Кам куҫ умне лекнӗ — пурне те пӗтерчӗҫ! Анчах ыйхи килмерӗ. Эсӗ чир ҫине ан пер, эпӗ хам та тиф хыҫҫӑн райкома пӗр уйӑх туяпа ҫӳрерӗм. — Чӑн калатӑп, Рада, сӑмахпа ҫеҫ мар, чӑннипех эп кунта пӑлхав хускатма хатӗрлетӗп. Иккӗрен пӗрре: вӑрҫӑ вӑрҫни е ухмаха ерни, е ҫынсем, ҫапла ухмахланаҫҫӗ пулсан, хӑйсене ӑсла хураҫҫӗ пулин те, ӑс-тӑнлӑ чӗрчунсем мар. Эсир тунӑ ӗҫсем хӑвӑр умӑрти алӑксене, масар алӑкӗсӗр пуҫне, пурне те хупса лартнӑ. Сӑмахран, сирӗн арӑмӑр эпӗ пулам тейӗпӗр; мӗн тунӑ пулӑттӑр вара? — Пӗчченех-и? — тесе ыйтрӗ Мак-Набс. Вӗсен сочиненийӗсем, ҫав хӗрсен амӑшӗсен, кукамӑшӗсемпе мӑнасламӑшӗсен, пӗр сӑмахпа каласан, Крестовӑй походсем вӑхӑтӗнчи ватӑ хӗрарӑмсен сочиненийӗсемпе пӗр еверлӗрехех. Кӗтесри хушӑкра шӑрчӑк чарлать… Пӳрт ҫивитти ҫине ҫумӑр шӑпӑртатса тӑкӑнать, чӳречене те киле-киле ҫапӑнать. Вӑл куҫне ҫӗклесе пӑхманпа пӗрех, анчах ун куҫӗсене ӑнсӑртран курсан, Мартини хӑранипе чӗтресе илет. Унсӑрӑн ҫапла пулса тухать ӗҫ: пӑрахатӑп эпӗ сана. Марийка мала тухса тӑнӑ, аллипе пилӗкӗнчен ярса тытнӑ та, купӑс калаканӗ чӗлӗхсен шурӑ тӳмисене выляткаланӑ хушӑра, хӗр-тантӑшӗсене хуллен ҫеҫ чее куҫпа пӑхса илнӗ, унтан ҫивӗтне силлентернӗ, — вара унӑн кӑкӑрӗ ҫинчи кӑлтӑркисем чӗтренме пуҫланӑ: Ой, чӗремҫӗм, шух чӗрем, Шӑппӑнрах, эс, шӑппӑнрах! — Юрӗ эппин, — терӗ Говэн. Тӳррипе каласан, пурте йӗркеллехчӗ-ха, Татариновсем патне кайма хатӗрленсен, темшӗн сасартӑк эпӗ каймасан та юрӗ-ха, терӗм, Катьӑна ыран урамра тӗл пулӑп та, стэкпа тӑм ыйтнӑччӗ вӑл — парса ярӑп, терӗм. Ку ҫулҫӳреврен пурне те таврӑнма пӳрмен. Ганс шӑпах шыв кӗрлесе юхни илтӗнекен тӗле пырса чарӑнчӗ. Хӗвел каҫалла сулӑннӑ. Малти лав патне ҫитсен, лашине юланутлӑ ҫын хӑвӑрт чарчӗ те, шӗлепкине хывса, Варламова темле пӗчӗк кӗнеке пачӗ. — Юрать, юрать, — терӗ Кирила Петрович, — ыррӑн асӑнни, кӑмӑла килни-мӗнӗ ӑна кирлӗ мар. Савельич тирпейлеме пуҫларӗ, эпӗ пӗр ансӑр кантӑк витӗр пӑхма тытӑнтӑм. — Апла иккен, — терӗ вӑл ҫемҫен, — пит хытӑ ыратрӗ пуль? Ответлӗ-ши вӑл? Ултӑ кун хушши аташса ӗшеннӗ пуҫра нимӗнле шухӑш та ҫук, ҫакнӑ эпӗ халь ӳркевлӗн те ыррӑн туйса тӑратӑп. Табак енчӗкӗпе чӗлӗмне вӑл шӑлавар пиҫиххи ҫумне ҫыхса ҫакса ҫӳрет, калаҫасса — малороссилле кӑна калаҫать, шурӑ свитка тата малороссилле тӗрленӗ кӗпесем тӑхӑннӑ икӗ ывӑлӗпе юнашар вӑл Гоголӗн Бульбӑпа ывӑлӗсенех аса илтерет. Эсир мана палларӑр-и? — терӗ. — Ырхан эсӗ питӗ, — тетчӗ амӑшӗ, ассӑн сывласа. Фома, виле умӗнче чӗркуҫҫи ҫинче ларса, кӑкӑрне ҫапса, тискеррӗн, хыттӑн кӑшкӑрнӑ… Акӑ — ҫав Мурзин… — Иван Павлыч, уҫӑр, эпӗ ку! Анчах эс те, Оля, ытлашши ан хӗсӗрле Женьӑна. Денни ҫаплах курӑнман: ахӑртнех, вӑл хӑйӗн шухӑшне вӗҫне ҫитермех шутланӑ пулмалла. — Ҫапла, вӑй отчёт памасть вӑл, — тесе хучӗ Аркадий тӳрленсе тӑрса. Хула тӑрӑх турӑшсем йӑтса ҫӳре пуҫланӑ. Кунта, пӗлетӗр-и, сад лайӑх, ӗне тытма та, чӑхсем усрама та пулать. — Каласа парӑр-ха мана тархасшӑн, — терӗ мистер Бертон жандарм офицерӗ патне ҫывхарса, — мӗне пӗлтерет-ха ку ҫын ҫуртне вӑйпах тапӑнса кӗни? Тахӑшӗн пӑшалӗ кӗрслетсе кайрӗ, залра ҫапӑҫакансен икӗ ушкӑнӗ, икӗ йытӑ кӗтӗвӗ пек, явӑҫма, хӗвӗшме пуҫларӗ. — Эсир, вӑл ӗҫкӗллӗ ҫын тесе каласшӑн-и? — ыйтрӗ сквайр. Ҫапла шикленчӗҫ пулин те, ку ӗҫшӗн вӗсем Оленинӑн уҫӑ кӑмӑлӗпе пуянлӑхне пысӑккӑн хисеплеме пуҫларӗҫ. Йӗри-тавра куҫран тӗртсен те курӑнмасть, кая юлнӑ ҫиҫӗм ҫеҫ хутран-ситрен тӗксӗмлӗхе ҫутатса илет. Вӑл ҫӗлен-калтасен шалчи тулать. Санин пит-куҫӗ тӑрӑх вӑл мӗн ҫинчен шутлани, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйне хӑй хаваслӑн тытни тата хӑй мӗн шутланине тума хатӗрри курӑнса тӑчӗ. Ирхи апат вӑхӑтӗнче Гусев чӗнчӗ: — Мстислав Сергеевич, ку, мӗнле калас, ӗҫ ма-ар… Ӑна вӑл «ахаль тӑриччен кӗрӗк арки йӑвалани» тесе ят панӑ. Тен, вӑл мана, хӑйпе калаҫакан ҫынсенчен пӗртен-пӗр хирӗҫлемен юлташӗ пулнишӗн юрататчӗ пулӗ. Анчах эпир питех те чееленсе хӑтлансан, вӗсем капла хӑтланас ҫуккине те шанма пултаратпӑр. Ҫав ҫӑраҫҫипе аттен портфельне уҫсан ӑнсӑртран пӗлнӗ вӑрттӑнлӑх манра нимӗнле уҫӑмлӑ ӑнлану та хӑвармарӗ, хам лайӑх мар тунине кӑна тӗшмӗртсе илтӗм. Темиҫе минутран тыткӑнрисене каллех вӗсемшӗн тӗрме вырӑнче шутланакан храм ҫуртне кайса хупрӗҫ. Вӗсене кунта нимӗҫсемех тунӑ пулнӑ, стена хӑмисене ҫиелтен картонпа тата сарӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ. Эпӗ паянах колхоза кӗмешкӗн заявлени ҫырма паратӑп, ыттисене те ҫапла тума чӗнетӗп. «Тьфу, шуйттан! — терӗ вӑл хӑй тӗллӗн. Кораблев аллаппипе сӗтеле чылайранпа лӑпкать ӗнтӗ. Анчах та эпӗ хам хумханнипе хумханманни ҫинчен урӑх шухӑшламарӑм. Халӗ вӑл ҫапӑҫура ыттисемпе пӗр тан пулса тӑнӑ. Лайӑх сӗр, тусӑм, унсӑрӑн эпӗ, пӗлсе тӑр, шампа пулӑ пек шӑвӑнса тухӑп… — Тата санӑн кантурӑнта ӗҫре тӑрасси ҫитмен, — тесе тавӑрчӗ ӑна Павел: — тата ку ҫитмен. Мана акӑ губкомолтан кӑларса сирпӗтрӗҫ. Анчах та чун ӗҫ енне ҫунма ан пӑрахтӑр… ҫапла-и? Ҫӗҫҫи мӑка пулсан та, вӑл ҫапах та Берлоу фирми туса кӑларнӑ чӑн-чӑн ҫӗҫӗ-ҫке! — Ҫапла вӑт, ҫавӑнпа эп сана вӑтаҫӗре тӑрататӑп та, — терӗ Волошин. — Леш, икӗ батальонӗ, аслӑ ҫулсем ҫинче ҫапӑҫӗҫ, сан вӑтаҫӗрринче — ӗҫ ансатрах. Хӑрушлӑх та сахалтарах. Пӗтӗмӗшпе илсен, рубеж йышӑнмалла, та, окопсем алтса, ҫав вырӑнтах тӑмалла! Джим кукӑле илнӗ чух та ун ҫине ан пӑх — тем пулса тухма пултарать, пӗлме ҫук. Кӑмӑллӑ хуҫасене тав туса, сывлӑх сунса тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл тимӗрҫ лаҫҫине кайрӗ. Лешӗ аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, тайӑлса кайрӗ, анчах тытӑнса тӑчӗ, шыва ӳкмерӗ. Паж ятне эпӗ паман вӗт сире — пажсем ытларах королевӑсен пулаҫҫӗ. Тӑсланкӑ Джон Сильвер пирӗн валли питӗ лайӑх пӗлекен штурман, Эрроу ятлӑскере тупса пачӗ. Кулӑшла та, кичем те! Ун шучӗпе, Санин Джеммӑпа калаҫма пуҫлани чӗрӗк сехет те ҫитмен пулин те, вӗсен калаҫӑвӗ пӗтмелле пулнӑ ӗнтӗ. Чарӑнас пулать!» тесе каланӑ пекех чарӑнса тӑчӗ. — Ох, мужик, — тарӑннӑн сывласа ячӗ Ольга, яп-яка тураса якатнӑ пуҫне иккӗленӳллӗн сулкаласа. Мӑйне тата пуҫне аяккалла тӑсса, ҫунаттисене сарса, чӑшлатса, тӳрех ун патнелле кӑвак хур пынӑ. Пурте манран ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ. Эпӗ каласа паратӑп: эпир аттепе иксӗмӗр тата пирӗн пӗтӗм ҫемье Арканзасӑн чи тӗттӗм кӗтесӗнче, пӗчӗк фермӑра, пурӑннӑ, манӑн аппа — Мери Энн килтен тухса тарса качча тухнӑ, ун ҫинчен эпир урӑх нимӗн те пӗлместпӗр, Билл ӑна шырама кайрӗ те хӑй те таҫта ҫухалчӗ, Томпа Морт вилчӗҫ, вара аттепе иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр, йывӑрлӑхсемпе хуйха чӑтаймасӑр вӑл та ҫӗре кӗчӗ. Эпӗ унран юлнӑ пур-ҫук пурлӑха пухрӑм та, пӑрахут ҫине ларса, юханшыв тӑрӑх тӑвалла хӑпартӑм, мӗншӗн тесен ферма хамӑрӑн марччӗ; пӑрахут ҫинчен шыва тухса ӳкрӗм; ҫапла лекрӗм эпӗ кунта. 1913-мӗш ҫулхи апрель пуҫламӑшӗнче эпир ҫурҫӗр горизонтӗнче питӗ лайӑх палӑракан кӗмӗл ярӑм куртӑмӑр, ун ҫййӗнче тусене хупӑрласа тӑракан йышши пӗлӗт юхатчӗ. Унтан тата, — хӑҫантанпа пирӗн ячейка секретарӗсем пухусене ӳсӗр пуҫпа ҫӳреме пуҫланӑ? — Лайӑх ҫунать, — мухтаса илчӗ Алексей. — Тӗрӗс, чӑн та тӗрӗс, вӑл ман хутаҫран хачӑпа аршӑна кӑларса илчӗ, — тӳрре тухрӗ Рачко. Ҫук иккен, ку лутрарах курӑнать, сӑнӗпе те урӑхларах иккен… Пӗррехинче пекарь, кӗске ураллӑ хӗрне ачашласа, мана ӳсӗртерех сасӑпа ҫапла каларӗ: — Тух-ха пӗр минутлӑха. Ҫавӑн пек хытӑ ӳпкелесе калаҫнӑ сӑмахсене вӑл пӗртте ӑнланман, анчах ҫавӑн пек хытӑ ҫилленме калама ҫук хытӑ хурланнӑ ҫын ҫеҫ пултарнине вӑл лайӑх туйнӑ. Ҫакна ӑнланса илсе, вӑл ӑна ӗлӗкхишӗн пуриншӗн те каҫарнӑ. Унтах вӑл кӑштах ҫӑнӑх, типӗтнӗ нимӗҫ пӑрҫи тата пӗр татӑк сысна ҫӑвӗ тупӗ. Килнӗ ҫын пӗвӗпе ҫӳлӗ мар, тӗрекӗ-сӑнӗ те чаплах мар. Унтан Давыдов патне каялла кӗчӗ, ҫилленчӗк те кӑмӑлсӑр хӑй. — Кам пӗлет, тен, ҫитӗпӗр те… — мӑкӑртатрӗ Дик Сэнд. Ах, ухмахсем, ухмахсем. — Ҫук, Леночка, вӑл жалоб памасть… — Эпир шӑп перевал ҫинчех. Ҫак чылай ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн шӑпине ҫамрӑк ловеласпа ҫыхӑнтарма хӑраса тӑман, хӑй чӗрӗ чух ҫав ловелас ӑна юратать пулсан, вӑл ӑна лайӑх ӑру хӑварма сӑмах панӑ. — Ҫапла ҫав, тӑванӑм! Йытӑ пӑрҫа шыранӑ пек шырать! Кӳлӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри темиҫе ҫухрӑма яхӑн тӑсӑлаҫҫӗ; вӗсен леш енче вӑрман хуралса ларать. Анчах эпӗ вӗсен чӗлхине пӗлместӗп, вӗсен пичӗсем тӑрӑх та эпӗ хамӑн сӑмахсем вӗсене мӗн ҫинчен шухӑшлаттарнине пӗлме пултараймарӑм. Эпӗ ӑна кӗтсе тӑратӑп, урӑх тумтир тӑхӑнтаратӑп та илсе каятӑп. Эпӗ килӗшсе пуҫ султӑм. Вӑл ҫаплах кулкаласа тӑрать. Сан шутупа мӗнле, вӗсем сире пӑрахса хӑварса ҫавнашкал киревсӗр ӗҫ тума пултарӗҫ-и — вара сирӗн ҫав вӑрӑм ҫула хӑвӑр тӗллӗнех тухса кайма тивет-ҫке. — Пӗлме пултараймастӑп, ваше благородие, — терӗ вахмистр — Анчах та его высокоблагородие ваше благородине тӗрмене ӑсатма каларӗ, тата её благородине его высокоблагородие патне илсе пыма хушрӗ, ваше благородие! — Паллах ӗнтӗ, вилнӗ, питне упасем ҫисе янӑ. — Мӗнле пурӑнатӑр эсир? — тесе кӑшкӑратчӗ вӑл. Этем ывӑлӗсен шӑпипе чӗрчунсен шӑпи пӗрешкел иккенне курнӑ вара патша хӑй шыравӗсенче: лешсем те вилеҫҫӗ, кусем те вилеҫҫӗ, сывлани те вӗсен мӗнпурийӗн пӗрех, ҫыннӑн выльӑх умӗнче нимӗн ытлашшийӗ те ҫук. Вӗлерекенни станица вӗҫӗнчи пушӑ пӳртре хупӑнса ларнӑ, эпир унталла каятпӑр. Эпӗ сӗтел патне ҫывхартӑм, ку сӗтел хушшинче икӗ профессор лараҫҫӗ, хура доска умӗнче гимназист тӑрать. Астӑватӑр пӳлӗ, эпӗ ҫылӑх каҫарттарма пыраймарӑм? Вӑл тӗрӗс пулнине пӗлме май пар-ха мана, санпа мӗн пулнине каласа пар. Павел патне килнӗ ҫамрӑксене Жухрай пурне те паллать. — Пурте йӗркеллех-и? Хӗр чухнехи ирӗкре те савӑнса ҫӳремесен, хӑҫан савӑнмалла вара? Комиссар унӑн халачӗ айӗнчен палӑрса тӑракан начаркка, кӑрт та карт сикекен хулпуҫҫийӗсем ҫине салхуллӑн та ӑшшӑн пӑхса выртрӗ. Сасартӑк амӑшӗн аллине хытанка алӑпа тытса илсе, ҫӳллӗ те ырхан хӗрарӑм кӑшкӑрса ячӗ: — Чунӑмҫӑм, — епле юрлаҫҫӗ вӗт! — Унӑн катмар пӗвӗ ҫак самантра тата та ӳснӗ пек курӑннӑ, савӑнӑҫпа ӳсӗрӗлсе кайнӑскер, вӑл пӳлем тӑрӑх кӑнттаммӑн ҫаврӑнса ҫӳренӗ, аллисене сӑтӑркаланӑ, турӑшсем ҫине эреветлӗн пӑхса, хӑлаҫлана-хӑлаҫлана сӑхсӑхнӑ… — Эсир ҫынсене калама ҫук нимӗн шухӑшсӑр леш тӗнчене ҫӗр хут та ӑсатман-и вара? «Каласа парам эппин — сирӗн хӑмӑр сыснӑр». — Епле апла?.. — Хытӑ ҫӳрекен карап Кӑнтӑр Америкӑран Австралине пӗр уйӑхра ҫитме пултарать-и? Тӗттӗмрен батарея вырӑнаҫнӑ пысӑк та шурӑ ҫуртпа кӗпер пуҫӗ тухса тӑраҫҫӗ. Сисет пулӗ-ха вӑл мана кансӗррине, юриех асӑрхаман пек пулать ӗнтӗ. Вӑл хӑйӗн батальонне ҫак вӗҫкӗншӗн пӑхса ӳстермен вӗт! Ҫак йӑхӑн — оригиналлӑ традицисем, темӗн чухлӗ энерги, ӳтпе чун энергийӗ… Унӑн вырӑнсӑр янӑравлӑ, юриех лӑпкӑ пек кӑтартма тӑрӑшнӑ ҫинҫе сасси сасартӑк татӑлчӗ. Халӗ ӗнтӗ — ҫула! Хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе тӗркӗшме тытӑнчӗҫ те, шыв сапса та уйӑрма ҫукчӗ, тыта-тыта туртса уйӑраттӑмӑр. — Упана мар, мана хӗрхенес пулать, — тенӗ ӑна хирӗҫ упӑшки хуллен, малтанхинчен йӑвашраххӑн. Аэлита курӑнмасть. Вӑл ним ӑнланаймасӑр хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Уроксем — ирхине тата хӗвел ансан — ҫур ҫӗрчченех. — Аннене кала-ха, пире сунара илсе кайччӑр, — терӗ Катенька шӑппӑн, ҫитӗннисем столовӑя маларах кӗнӗ чух мана курткӑран тытса чарса. Гальмало тӗлӗнмелле ӑста моряк пулни палӑрчӗ. Вырсарникуна вӗсем Смолинсем патӗнче ирттернӗ. Унта вӗсем, флигелӗн ҫивитти ҫине хӑпарса, ҫӳлӗкри кӑвакарчӑнсене вӗҫтере-вӗҫтере янӑ. — Кун пек патак ҫисен, ӑҫтан хырӑм пултар? — Хамӑрӑн пӗчӗк тӑванӑмсен сассисене итле, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. Эпӗ кирек хӑҫан та ҫынсене шансах кайман ӗмӗте усратӑп ҫав… — Кӗме юрать-и, — ыйтрӗ алӑк патӗнче ҫемҫе сасӑ. Эпӗ хамӑн туйӑмпа мӗскӗнленессинчен хӑрамастӑп, хамӑн юратуран вӑтанмастӑп, эпӗ унпа мухтанатӑп. — Ах, турах, эсӗ, ватӑ ҫын! Вӑл укҫа мар, йӗвен чӑнкӑртатать. Пӑрахут сӑмсинче шавлани илтӗнчӗ, матрос бортран ывӑтса панӑ вӗрене меллен кӑна тытса илчӗ. Акӑ бетон ҫинче пӗр эрне хушши ӑшӑнса выртрӗ, улӑмӗ нимӗн те пулӑшмасть-ҫке, кайран вара «ещӗке кӗрсе выртӗ», — терӗ грузчик Акима салхуллӑн. Эп ҫавӑн пек шухӑшлатӑп. Вӑл вӑрӑм хырӑ шӑчӑ шыраса тупрӗ те Гэнтер пулӑшнипе ӑна пура тӑррине ҫирӗплетсе лартрӗ. Умӗнчен пӑхсан, каснӑ-лартнӑ нимӗҫ: унӑн ансӑр, текех ӑҫта кирлӗ унта ҫаврӑнакан, мӗн ал айне лекнӗ ҫавна шӑршлакан сӑмси-ҫӑварӗ пирӗн сыснасенни пек, шӗвӗркке те пуклак вӗҫлӗ: урисем вара ҫав тери ҫинҫешке, Ярескӑри голован урисем ҫавӑн пек ҫинҫешке пулнӑ пулсан, вӑл вӗсене пӗрре ташласах хуҫнӑ пулӗччӗ. Вӑл хӗрлӗ пуҫлӑ пулсан та, кама ӑҫта пӗччен яма хӑрушшине пӗлет. — Халь ӗнтӗ, юлташӑмсем, манран ирӗк, документра Австрали ҫинчен сӑмах пырать тени тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и — шухӑшласа пӑхӑр. — Колхозра чи чаплӑ хӗр вӑл! Тепӗр ирхине амӑшӗ ун кравачӗ патне ӑна вӑратма тесе пычӗ. Тӗттӗмре вӑл мана пуҫран пырса ҫапӑнчӗ, эпӗ чӗлхене ҫыртрӑм. — Шура, пӗлмест вӑл ӑна. Муратлийский арӑмӗ, унпа пӗрле кайма шанчӑк ҫуккине кура, килӗнчен тухса чупрӗ. Пӗрре ҫапла ӳсӗр пулсан, Миките, урӑ чухне парӑнса пурӑннӑшӑн тавӑрмашкӑн пулмалла, арӑмӗн арчине ҫапса ҫӗмӗрнӗ, хаклӑрах япалисене кӑларнӑ та, пуртӑ илсе, ҫав сарафанӗсемпе кӗписене йӑлтах тураса тӑкнӑ. — Ну, очколла вылянӑ чухне мӗнле ытлашши килсе тухать тата? Ҫирӗм пӗрре тухмарӗ — ытлашши пулса та тӑчӗ! — Ӑҫталла ӗҫ — унталла, — ҫирӗппӗн ответленӗ Фома, хреснашшӗне алӑ памасӑр. — Ҫук, ҫук, паян ниҫта та каймастӑн эсӗ? — Пуринчен те ытла ӑнланмалла мар халӑх вӑл, епле пулсан та, академи студенчӗсем, тӗрӗсне калатӑп, — тесе каласа пачӗ вӑл манӑн юлташсене. Ҫакна вӑл нумай ҫапӑҫусенче кӑтартнӑ. — Мӗн эсӗ? — тенӗ вӑл. — Тӑр, — терӗ каллех джентльмен. Вӑл ӑна хӑй Ратский княҫсен ҫынни пулни, вӗсен Курск ҫывӑхӗнчи Рать шывӗ хӗрринчи вотчининче пурӑнни ҫинчен кӗскен те витӗмлӗн каласа пачӗ. Вӑл ҫаксемпе аппаланнӑ хушӑра ҫанталӑк тӗттӗмленсе ҫитрӗ. — Эпӗ, — тет, — кӑшт суранлантӑм та хытӑ ишеймерӗм, юлашкинчен санран юлсах кайрӑм; эсӗ ҫырана тухсан, кӑшкӑрмасӑрах сана хӑваласа ҫитӗп тесе шутларӑм; леш ҫуртне курсан, васкама пӑрахса, хуллен ҫеҫ утрӑм. Кирлӗ-и? Кӑштахран вӑл калаҫма тытӑнчӗ те, куратӑп: сӑмахӗсем унӑн акӑлчан ҫыннин евӗр тухаҫҫӗ, пачах королӗнни пек мар (ятарласа калаҫнӑ чух королӗн те ҫаплах пулкалать-ха та). — Анчах ман васкамалли ҫук, вӑл вӑранасса кӗтӗп, ӗҫлекен ҫын ҫывӑртӑрах, сывлӑхшӑн усӑллӑ пулӗ. — Пӗри ӑнмарӗ пулсан — теприне тытӑнса пӑхмалла. Ун пек самантсенче Половцев яланах чавсаланса, пӳрнисене сайралса пыракан вӑрӑм ӳссе кайнӑ шупка шурӑ ҫӳҫӗсем ӑшне чиксе ларать. Унти ҫынсем шаларах, хунар ҫывӑхне вырнаҫнӑ. Иккӗмӗш смена ҫурри тарса пӗтнӗ. Пӗрре эпӗ юрӑ ҫыртӑм, вӑл хама кӑмӑла килчӗ. Уранӑн пилӗк спутник: вӗсенчен чи пысӑкки те Уйӑхран чылай пӗчӗкрех. Хуравласа Лось пӳрнисемпе шатӑртаттарайрӗ ҫеҫ. — Аҫ? Карти ҫине улӑхсан тин астуса илчӗ: Лопуховсен йытти пек хаярри ялӗпе ҫук. «Эсӗ нимӗн те тума пултараймастӑн, шухӑшлавҫӑ!» терӗ вӑл хӑйне. — Тавтапуҫ сана, государь, тавтапуҫ, тӑван аттеҫӗм! — терӗ Савельич ларнӑ май. Ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ҫурта Андрий аякранах курнӑччӗ. Вӗсем ҫакнашкал тӑрлавсӑрла кулӑша ҫивӗчлетсе, анекдотне хӑйне те «ман пичче те нихҫан сӗрме купӑс тытса курман» тесе калаҫҫӗ. Хӗвел вӗлерсе пӑрахмалла хӗртет-ҫунтарать. — Эсӗ юлса ан пыр-ха! Ответне кӗтсе пур те шӑп пулчӗҫ. Вӑл ҫакна пӗлмерӗ: Сид каҫсеренех юриех ҫывӑрмасть-мӗн, хӑш-хӑш чухне, Том ҫыхнине пушатса, вӑл мӗн-мӗн каланисене чавсаланса итлесе выртать-мӗн те, вара каллех ҫыхнине тӳрлете-тӳрлете хурать-мӗн. Эпӗ кӑвак шӑлаварпаччӗ, лайӑх пуставран ҫӗлетнӗ мундир тӑхӑннӑччӗ, ман ҫумра вунпилӗк талер укҫа тата хамӑн аттен парни — кӗмӗл сехет пурччӗ. — Тррр! Пӗр танлӑ мар кӗрешӳре Григорьев пӗр истребителе ҫапса ӳкернӗ, ыттисем ҫапӑҫу йышӑнмасӑрах пӑрӑннӑ. Амӑшӗ хӑй аллине унӑн кӑкри ҫине хучӗ те, ӑна хуллен тӗртсе, пӑшӑлтатнӑ евӗр, хӑй мӗн ҫинчен каланине аякран итлесе тӑнӑ пек сӑмахларӗ: — Ачасем тӗнчепе пыраҫҫӗ! Вӗсем темиҫе минут хушши, пӗр-пӗрин куҫӗсенчен шӑтарас пек пӑхса, пӗр чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Вӑл аллинчи ҫӗҫҫине пӑчӑртаса тытрӗ, ӑна пичӗ патнех илсе пычӗ, шартах сикрӗ те ҫӗрелле пӑрахрӗ. Бинтласа лартнӑ алӑ пӗр самантрах одеял айӗнчен ыткӑнса тухрӗ. — Мӗнле суккӑрпа? — тепӗр хут ыйтрӗ Макҫӑм тӗлӗнсе. Атте хӑй кайнӑ чух хушса хӑварнӑччӗ… Анчах кам пирӗн ҫинчен каласа, пире сутма пултарнӑ-ши? Тата мӗнле йӗркесӗрлӗхсем куратӑн-ха эсӗ ман ӗҫре? Мантӑн-им? — Уншӑнах пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла пулать-ши вара пирӗн? Никита, аллине шутарса, рясине кӑштӑртаттарчӗ, ҫав тараканла кӑштӑртату Петр кичемлӗхне пушшех те вӑйлатрӗ. Лях ун ҫинчи тимӗр кӗпене касса татрӗ, хӗҫ ҫивӗчӗшне ӳт патнех ҫитерчӗ: козак кӗпи юнпа хӗрелсе кайрӗ, анчах Шило ӑна пӑхса тӑмарӗ, шӑнӑрлӑ аллипе пӗтӗм вӑйран сулса ячӗ (йывӑр унӑн тӗреклӗ алли), ӑна пуҫран ҫапса тӑнсӑр турӗ. Сӑрт хыҫӗнчен уйӑх хӑпарнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем сасартӑк ҫӗнӗ ҫӗршыва килсе ҫакланчӗҫ: улӑхра ем-ешӗл курӑк ҫаралса ӳсет; ылтӑн пек панулмиллӗ улма йывӑҫҫисем вӑрманӗ-вӑрманӗпе лараҫҫӗ. Виҫӗ пая вакланса, вӑл каялла кит тунӑ шыв пӗтӗрӗнчӗкне ӳкрӗ. Вӑл хӑйне халӑх мухтасса кӗтмесӗрех тухса тарма ӑс ҫитернӗ, саккуна хирӗҫ юрланине те вӑл пуҫламӑшне кӑна илтсе юлнӑ. — Апла-тӑк ҫул ҫине, Айртон! Нимӗскере те ӗненмесӗр пурӑнма хӑюллӑх ҫитерекен ҫынна курма манӑн питех те кӑмӑл пур. Урам вӗҫӗнче пысӑк площадь — читока, йӗри-тавра чура баракӗсем; ҫуртсен ҫийӗпе ҫӳлте улӑпла баньян тӑррисем сарӑлса кайнӑ, унта та кунта, ҫӳлелле кӑнтарнӑ шӑпӑр евӗр, ҫӳллӗ пальмӑсем ӳсеҫҫӗ; урамсенчи ҫӳп-ҫапра виле хурчкисем чакаланаҫҫӗ — хулана вилесенчен тасатаҫҫӗ. Унӑн яланах лӑпкӑ та тӳсӗмлӗ тусӗ сасартӑках ҫапла хӗмленсе кайни ытла та кӗтмен ҫӗртен тата ӑнланмалла мар пулса тухрӗ. Ывӑннипе унӑн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, анчах чӗринче тӗлӗнмелле лӑпкӑ пулчӗ, куҫӗ кӑкрине тултарса тӑнӑ ҫемҫе те ачаш ҫутӑпа ҫутӑлчӗ. Эпӗ, туршӑн та, чи ют ҫын. Кӑвайтне лайӑхрах ҫунтар. Таптаса пӗтернӗ хирсем, Белоруссин ҫунтарса янӑ пушӑ ялӗсем тӑрӑх тискер кайӑк пек пытанса, хуласенчен пӑрӑнса, ҫын ҫӳрекен ҫулсенчен аяккарах пырса, вӑл хӑйӗн тӑван килӗнче мӗн курма пултарасси ҫинчен салхуллӑн шухӑшласа утнӑ: унӑн ҫывӑх ҫыннисем кунтан тухса кайма пултарнӑ-ши, тата, вӗсем каяйман пулсан, вӗсене мӗн тунӑ-ши? — тесе шухӑшланӑ вӑл. — Хӑйсен турри пире чӑн-чӑнах айӑпланипе айӑпламаннине пӗлес тесе, вӗсем тӗрӗслесе пӑхсан, мӗн пулӗ? Вӗсем сӑрт ҫине хӑпарса тӗрӗслесе пӑхсан, мӗн пулса тӑрӗ? — тесе ыйтрӗ Мэри Грант. Лавккасен сарлака алӑкӗсем питӗрӗнчӗк ӗнтӗ, урам тӑрӑх, вӗри тӗттӗмлӗхре, урама сарнӑ чул ҫумне лӑпчӑннӑ пек, ҫынсем шуса пыраҫҫӗ, театр умӗнче хунар ҫӑтӑртатса ҫунать; таҫта ҫывӑхрах хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ. — Эпӗ, батюшка, кӗтме пултараймастӑп, — аллинчи ҫӑраҫҫине сулса илсе ҫилӗпе каларӗ хуҫа, — ман патӑмра Потогонкин подполковник пурӑнать; ҫичӗ ҫул пурӑнать; Ирсерен эскадронсем станцине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ фронтӗнчен тарнӑ дезертирсене тытма ҫӳре пуҫларӗҫ. Ҫуна патне ҫитсен тин вӑл лашана тата ҫуна ҫумӗнче тӑракан, тем пысӑкӑш туйӑнакан Ваҫили Андрейча курнӑ. Вилнисене васкаса пуҫтарчӗҫ те ҫав кунах нимӗн чап тумасӑрах пытарчӗҫ, мӗншӗн тесен кунта мухтанмалли нимӗн те ҫук. Вулакана манӑн Арина ҫине эпӗ мӗншӗн ҫавӑн пек хӗрхенсе пӑхни ҫинчен каласа парас килет. Аса илӳсемпе хӗпӗртенӗ май, эпӗ урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. — Ӗҫсем начар иккен-ха, — кулянса каласа хучӗ Викентий. — Эп ҫаплах Воропаев тухса калани пирки шутлатӑп-ха, — пӗр умсӑмахсӑрах кӗтмен ҫӗртен сӑмах хушрӗ Комков. Ку сӑрт ҫинче халӗ вуншар хӗрес сенкер пӗлӗте тӑрӑннӑ пек курӑнса тӑрать, вӗсене ватӑ та чалӑшса кайнӑ хырсен турачӗсем ҫиелтен витсе тӑраҫҫӗ. — Унӑн паттӑрлӑхӗ хӑйӗн ӑсталӑхӗпе пӗр танах пулса тӑнӑскер ҫинчен-и? Том умӗнче айӑп тунине унӑн каҫарттарас та килнӗ пулӗ, тен, анчах Сид ҫавӑнтах вӑл шухӑша пӑрахнӑ, ҫывӑрнӑ пек пулса шӑп выртнӑ, мӗншӗн тесен Том куҫне пӑхсан, ыррине нимӗн те кӗтмелли пулман. Эсӗ, паллах, мана ӑсатса яратӑн? Ку вӑл маншӑн пристаньте ӗҫлекен ҫар грузовикӗ пек туйӑнчӗ (пристань аялта, крепость стени айӗнче ларать), Анчах та шав ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗ. — Асту, савнӑ ҫыннӑм, мухтанчӑк хӗр туйӗнче намӑс курнӑ, тет. Ырах мар. Хӑй ҫав хушӑрах, кула-кула, хӗрсене пӳрнипе юнаса илчӗ те кутӑн чакса кайрӗ; урисем ниепле те пӗр вырӑнта тытса тӑраймаҫҫӗ ӑна. — Мӗншӗн пит йӳне панӑ вара? — терӗ Лукашка. Дубцов сак урлӑ ҫамрӑк ҫын пек сиксе каҫрӗ. Чӑнах та, ҫак ытлашши пуҫтах казак хӑшне-йӗрне тӗрӗсех калать. Наступлени тӑвакан арми пыракан ҫулсем ҫийӗнче пуҫланнӑ сывлӑшри ҫапӑҫу шавне ҫапӑҫакан самолётсен кабинисенчи лётчиксем кӑна мар илтнӗ. Ун хыҫҫӑн Джонни малтан ӗҫленӗ фабрикӑна, шпулькӑсем ҫине ҫип чӗркенӗ ҫӗре, кӗнӗ. Тухса лармалли юрӑхлӑ вырӑн ҫук-ши тесе йӗри-тавралла тинкерсе пынӑ май эпӗ ҫурҫӗрпе ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче пӗр парӑс асӑрхарӑм, ҫав парӑс кашни самантранах уҫҫӑнрах палӑрма пуҫларӗ. Ҫак парӑс ҫывхарасса кӗтсе илес-ши е кӗтсе илес мар-ши тесе, эпӗ пӗр хушӑ иккӗленсе тӑтӑм. Анчах юлашкинчен ехусен йӑхне курайманни иртсе кайрӗ, манӑн пуҫа тӗрлӗрен ҫӗнӗ шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. Кимме каялла ҫавӑрса эпӗ кӑнтӑр еннелле кайрӑм, хам ирпе тухса кайнӑ пӗчӗк бухтӑна пырса кӗтӗм. Европӑри ехусем хушшинче пурӑниччен эпӗ варварсен аллине лекме килӗшрӗм. Ҫав ылханлӑ паллӑсем акӑ мӗне пӗлтереҫҫӗ вӗсем! Ку вӑл сан куҫна Хӗвелпе ҫуталакан япаласен ҫути курӑнма чарӑннине пӗлтерет. — Пӗлтӗрхи пачах урӑхлаччӗ — кутӑн та улшӑнсах тӑратчӗ. Пӗр сехетрен икӗ петлюровец Павела электростанцине тытса пычӗҫ. Ҫав майпах монтёрпа машиниста та илсе пычӗҫ. Чӑннипе каласан, капитан каҫсерен куҫ хупмасть, Пысӑк Лубня ялӗнчен илнӗ ҫырӑва вӑл ҫине-ҫине вуласа тухать, акӑ ӑна темле Перышкин директор ҫырса пӗлтерет: — Катерина Ивановна Григорьева-Татаринова, хӑй пӗлнӗ таран каласан, май уйӑхӗнчех лагерьтен тухса кайнӑ, тет, апла эппин «ун чухне лагерь те Новосибирский облаҫне тухса кайман-ха». Перышкин директор пӗчӗк Петьӑпа асламӑш ҫинчен темшӗн пӗр сӑмахпа та пӗлтермест тата. Ашшӗ Женьӑна ҫӗклерӗ те, диван ҫине ларса, ӑна хӑй чӗркуҫҫийӗ ҫине лартрӗ. Вӑл паллӑ художникӑн ятне асӑнчӗ. — Ну, кӑна ӑнланасси манран пулмасть, — пуҫне сулкаланӑ Фома. — Кунти сывлӑшра тимӗр таврашӗ тутӑхмасть, ҫавӑн пекех ҫын кӑмӑлӗ те улшӑнмасть. Ҫул ҫинче ирттернӗ тӑватӑ кун пек ырӑ, лайӑх кунсене, савӑнӑҫлӑ теме хӑюлӑх ҫитерейместӗп пулин те, эпӗ сахал курнӑ-ха. — Ҫавӑн пирки тапӑнса килнӗ пуль-ха вӗсем кунта… Халӑх ҫийӗнче хӑрӑмпа тусан пӗлӗчӗ хумханса тӑчӗ, тарпа витӗннӗ пит-куҫсем ҫунчӗҫ, питҫӑмартисем хура куҫҫулӗпе витӗнчӗҫ. Эпӗ ҫав пӳрте пӗр хӗрарӑм ҫеҫ хӑнана пырса кайни ҫинчен илтнӗччӗ. Ҫывӑр ӗнтӗ, ан хӑра! Эпир ун ҫине каҫаллапа, полк хӑйӗн ҫав тери хӗрӳллӗ ҫапӑҫу кунне вӗҫленӗ вӑхӑтра анса лартӑмӑр. Ҫывӑрман салтаксем ҫак ҫурма тӗттӗмре вӗсен умӗнчен плащ уртса янӑ пысӑк ҫын алӑк патнелле утнине курчӗҫ; унӑн плащӗ капюшонлӑ, укӑпа эрешленӗ, командирсем тӑхӑнакан плащ иккенне асӑрхасан, салтаксем ӑна честь пачӗҫ те вӑл алӑкран тухса кайрӗ. Инди океанӗн урлӑшӗпе каҫакан пӗр юхӑм Австрали ҫыранӗсем патне пырать. Ирхине курӑннӑ ҫӗр кӑнтӑрла иртни икӗ сехетре «Пилигрим» хыҫне юлса куҫран ҫухалчӗ. Амӑшӗ, хӑй асӑрхамасӑрах, Тайӑна каялла, вак-тӗвексенчен тӑракан, тӑвӑр харпӑрлӑх ӑшне путнӑ, ытти пурнӑҫран уйрӑм тӑракан пурӑнӑҫалла сӗтӗрет. Эпӗ Бинипе паллашрӑм… Карло Биние пӗлетӗр-и эсир? Ҫутӑ пайӑрки пӗр секундра 300 пин километр каять. Йытӑ чухлӗ йытӑ та урӑхларах вӗрме тытӑнчӗ. Унта тӑватшар пистоллӗх ултӑ ылтӑн (Испани укҫи) тата ҫирӗм е вӑтӑр укҫа вакраххисем пурччӗ. Ним тума та кӑмӑлӑм ҫук! Алексей тата мӗн калассине кӗтме хӑрушӑ пулчӗ. Арӑмӗпе упӑшки ҫынсем умӗнче йӗркеллӗ, пӗр-пӗрне улталамасӑр пурӑнатпӑр тесе калаҫаҫҫӗ, хӑйсем вара темиҫе арҫынпа е хӗрарӑмпа пурӑнаҫҫӗ. — Кӑна эсӗ питӗ илемлӗ каларӑн: вырӑс ҫынни — ҫынсем хушшинчи артист вӑл: пурне те сӑнласа пама, пурне те туйса илме пултарать, вӑл ют культурӑсемпе ют йӑласене ӑнланса илме пултарать, анчах ҫав вӑхӑтрах хӑйне нихҫан та ҫухатмасть. Ӑҫтан? Хӗҫ вӗҫӗ тӑма ҫиелтен ҫеҫ чӗртерсе иртрӗ. Пысӑк йывӑрлӑха кӗтнӗ Ромашов тытӑнкине ҫухатрӗ те сулӑнса кайрӗ. Хӗҫ ҫивчӗшӗ унӑн малалла тӑсса хунӑ алли ҫумне пырса ҫапӑнчӗ, шӗвӗр пӳрни тӗпӗнчи ӳте пӗр татӑк хӑйпӑтса ывӑтрӗ. Юн пӗрхӗнтерсе тухрӗ. Кун хыҫҫӑн пиртен мал енче, хамӑртан чӗрӗк мильре Британи ялавӗ йӑлкӑшса кайрӗ. Халь ӗнтӗ вӑрманта тӑракан нимӗҫсем пысӑк колонна кайнине асӑрхама та пултараҫҫӗ. Акӑ вӑл, — терӗ те матрос карап тӑракан вырӑна пӳрнепе тӑсса кӑтартрӗ. — Тӳсме ҫук начар кивӗ валашка пекех… Юлташӗсенчен ҫӗр метра яхӑн маларах кайса, вӑл сасартӑк чылай сарлака юханшывӑн ҫыранӗ хӗрринчи йывӑҫсем ҫумӗпе васкавлӑн пыракан пысӑк чӗрчунсене курчӗ, ҫапах нимӗн те шарламарӗ-ха. Ку пике кӑштах Сонечка пекрех, Василӗн валашкара кӗпе чӳхекен арӑмне Машӑна та аса илтерет, шурӑ мӑйӗнчен ахах пӗрчисем ҫакнӑ хӗрарӑм пекрех те, эпӗ ӑна тахҫанах театрта, пирӗн ҫывӑхри ложӑра курнӑччӗ. Ҫавӑ ҫеҫ. Эпир часах уҫӑ хире тухрӑмӑр; ҫав хир текен вырӑнта вулканран сирпӗнсе тухнӑ япаласем темӗн чухлех купаланса выртаҫҫӗ. Вӗсем вуннӑран та ытла маррине курсан, патагонец пӑртак лӑпланчӗ. Вӑл куҫне хупрӗ те пӗтӗм вӑйне пӗр ҫӗре пухрӗ. Катя илсе кайма пултарайнӑ пулсан, ҫак ирсӗр ҫуртран капитан ҫинчен асӑннисене те илсе кайнӑ пулӗччӗ. Эсир ӗҫместӗр-им? Калинккерен Нюрка кӗчӗ. Ку вӑл леш йытӑ ҫури! — кӑшкӑрса ячӗ Пью. — Ку вӑл пӗр хӗрача валли каять, — терӗ вӑл мана тусла, унтан, икӗ куҫ хушшине пӗркелентерсе: — ла-айӑх хӗрача! — тесе хушса хучӗ. Малалла мӗн пулассине пӗлме йывӑр. Эпӗ ӑна хам ӑссӑн Королева Марго тесе ят патӑм. Ҫурҫӗр тӗлӗнче? Паллашнӑранпа пӗрремӗш хут ун патне Федор Тимофеич пырса тӑнӑ. Пусма тепӗр еннелле пӑрӑннӑ ҫӗрте чарӑнса тӑрса, амӑшӗ аялалла пӗшкӗнсе пӑхрӗ те каллех хӑйне хирӗҫ пӑхса йӑл кулакан шатраллӑ сӑн-пите курчӗ. Говэн хӑйне вӑрман енчен тапӑнас ӗҫе ертсе пырассине илнӗ, Симурден тӳрем сӑртлӑхра вырнаҫса тухнӑ ҫарсене ертсе пыма килӗшнӗ. Вӗсенчен кирек хӑшӗ те темле хаяр тигрӑран та усалрахчӗ, кашниех пӑру пек пысӑкчӗ. Анчах Гаврилӑн сӑн-пичӗ пӗрре хӗрелчӗ, тепре кӑвакарса кайрӗ, вӑл, те Челкаш ҫине тапӑнас тесе, те тума шутланӑ япалана пурнӑҫлама вӑй ҫитереймесрен, пӗр вырӑнтах хуҫкаланса тӑчӗ. — Мана райком секретарӗ пулса ӗҫлеме уйӑрса лартма кирлӗ мар, — терӗ вӑл, — эпӗ хама малтанхи вырӑнтах хӑварма, ыйтатӑп. Мӗншӗн тесен вӗсем савӑ… мӗншӗн тесен вӗсем савӑ… э… э… — Ҫыру ҫырнӑ ҫынна эпӗ ку тӗлӗшпе пӗтӗмпех шанма пултаратӑп. Вӑл лашине ҫилленсе шпорӑпа тапса илнӗ те Леона еннелле кайнӑ. Вӑл пӗр чаплӑ хӗрарӑм ятне ҫӗртесрен хӑтарни. Мана хӑй патне ҫав тери тимлӗн чӗнекен пичче ҫавӑн пек ҫын ӗнтӗ. Хӑйне хӑй аран-аран лӑплантарса, вӑл пӳлӗме кӗчӗ: анчах вунпилӗк минут та иртрӗ, вӑл ҫаплах-ха пиччӗшӗ патне тухмарӗ, пиччӗшӗ вара юлашкинчен, ӑна чӗнсе тухас тесе, алӑка уҫрӗ. Говэн халӗ ҫеҫ тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртнине курчӗ. Исая вӑл нимӗн те каламарӗ, унӑн хуратутлӑ пӗчӗк питӗнчен пӑхса илчӗ те, ассӑн сывласа ярса, ҫӗрелле пӑхрӗ кӑна. Каллех ҫыран хӗррине кайма, сӑртлӑ-тӗмескеллӗ тӳремлӗхре каҫчен тӗпчесе ҫӳреме йышӑнчӗҫ. Каҫхине Артур семинарие кӗрсе тухрӗ. Монтанелли ҫав вӑхӑтра ҫӗнӗ ректорпа калаҫса ларнӑ. Лилипутсем ҫапла калаҫҫӗ: хӑйне ырӑ тунӑ ҫынна та усал тума пултаракан ҫын пур ҫынна та, хӑйне нимӗн пулӑшу туманнисене те, тӑшман тесе шутлать. Ҫавӑнпа вӑл вилме тивӗҫлӗ, теҫҫӗ. Вӗсем ҫемье ҫине те, ашшӗ-амӑшсемпе ачи-пӑчисем хӑйсене епле тыткаламалли ҫине те пиртен урӑхла пӑхаҫҫӗ. Тепӗр енчен тата, ҫак ҫынсене унӑн питӗ нумай каласа парас килет, унтан та ытларах — хӑйӗн пӗлес килет. Кӗнекесем вулама юрататӑн-и? Вӑл, пуҫне кресло хыҫӗ ҫине хунӑ та, чавса таранах ҫара аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытнӑ. — Жандарм тӑрӑхламалларах кулса илчӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларчӗ те малалла каларӗ: — Эпӗ — стрелок, тетӗп, мӗншӗн тесен эсир пемелли хӗҫпӑшалпа тата тепӗр хут ӑнӑҫсӑр усӑ курнине пӗлетӗп. Манӑн темшӗн унтан ҫакӑн пек хӑрушӑ вӑрҫнине илтес килмест. Эпӗ пиртен мӗн кӗтнине ӑнлансах ҫитейместӗп. Анчах та вӑл ҫав нумай хӗн-хурлӑ вӑрӑм ҫулсем хушшинче хӑйне хӑй харсӑрланса пурӑннине пӗрре те хӑй ҫине илмерӗ. Черня! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, алӑк сули патне ӳксе. Нимӗнле те хам шутласа вӗҫне тупаймастӑп. — Ҫук, юлташпа. Авӑ ҫав, хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннипе.. Хӑйне вӑл ҫав тери лӑскаса пӗтернӗн, килпетсӗррӗн те ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑн туйрӗ, кунашкалли унпалан вӗреннӗ чухне экзаменсенче лакса ларнӑ вӑхӑтсенче ҫеҫ пулкаланӑ. Тосун-бей ҫав тумтире хӑҫан, ӑҫта тӑхӑнмаллине те пӗлмен иккен, ҫак чаплӑскере мухтавлӑ уявсенче тӑхӑнмалли пуль тенӗ те, Бяла Черквана «парадпа» пырса кӗнӗ чух тӑхӑнса та янӑ. Унӑн ҫӗнтерӳллӗ ушкӑнне пӗртен пӗр чӗрӗ трофей илем кӗртсе тӑрать — вӗсем пӗр ҫынна тыткӑна илсе килчӗҫ, тыткӑнри ҫыннин аллисене хыҫалалла ҫавӑрса ҫыхнӑ, Вӑл Пӑртлӑ Рачко пулчӗ-кайрӗ. Том каллех хӳмене шуратма тытӑнчӗ те ҫапла ҫеҫ каларӗ:— Тен, ӗҫ вӑл, тен, ӗҫ те мар. Судно пӗрре те хусканса илмест. Америка ҫӗрӗ урлӑ каҫнӑ хыҫҫӑн пире паллӑ пулчӗ: катастрофа Америка ҫӗрӗн ҫывӑхӗнче те, Лӑпкӑ океан ҫыранӗсем патӗнче те, Атланти океанӗн ҫыранӗсем патӗнче те пулман иккен. Ҫул хӑш тӗлтине пӗлместӗн-и эсӗ? — тесе кӑшкӑрса ыйтрӗ унтан ямшӑк. Эпӗ ҫапла кӑшкӑрнӑ, анчах хамӑн ӑшӑмран сасӑ тухмасть. Хысаксенчен тыта-тыта утнӑ май Лось ҫине тимлӗн пӑхкалать. Кам-ха эппин юлашкинчен йӗркелесе, майласа парӗ мӗскӗн Хлебников шӑпине, ӑна тӑраниччен ҫитерӗ, вӗрентсе ҫын тӑвӗ те «Пар аллуна, тӑванӑм» тесе калӗ? — Ҫук, эпӗ тӳрре тухма тӑрӑшмастӑп, анчах эсӗ те мана, эпӗ хама хам ӑнланнӑ пек, ӑнлансамччӗ, ку ӗҫ ҫине йӗрӗнсе ан пӑхсамччӗ. Пуппа сывпуллашрӑм, унтан Акулина Памфиловнӑна ырӑ сунса алӑ тытрӑм та эпӗ, пӗтӗмпе вӗриленсе кайса, хам арӑм вырӑннех хисеплекен хӗре ун аллине шанса парса хӑвартӑм. Ҫӑлтӑр вӑл — темиҫе пин градуса ҫити шӑранса, хӗрсе ҫунакан ҫутӑ япала. Кӳреннӗскер, вӑл тӳрех тухса кайрӗ те шӑллӗ патне темиҫе эрне каймарӗ, фабрикӑра тӗл пулсан, Миронпа калаҫмарӗ те. Тарма хатӗрленет! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ пур енчен те. — Пӑх-ха эсӗ ӑна! — Ялан тӑвар каламасть унӑн! Марья Ивановна кунта пирӗн шӑпана татса парассине сиснӗ; унӑн чӗри питӗ тапнӑ е чарӑнса ларнӑ пекех пулнӑ. Юн кайран стенасем ҫинче кӑна мар, маччара та пурччӗ. Ун умӗнче танкист капитан формипе Георгий тӑрать. Эй, турӑҫӑм-пӳлӗхҫӗм! — Тӑхта, Прасковья Осиповна! Анчах полкра пурте — ӗҫ чиперех иртрӗ-ха, тесе шутларӗҫ. Диван чавсалӑхӗ ҫине пуҫне хурса, Женя шӑппӑн йӗрсе ячӗ. Эсир пӗлетӗр: эпӗ ӗнтӗ часах вӑтӑр ҫула ҫитетӗп. — Бен, чӑн-чӑнах калатӑп, эпӗ хӗпӗртесех парӑттӑм, Полли мӑнакка… Шухӑшласа ҫеҫ пӑхӑр: ун патне ҫитсе кӗчӗҫ — ну, тытӑнчӗҫ тискеррӗн те хаяррӑн тавлашма, кӑшкӑрашма… Сирӗн туррӑр выҫӑ, ӑна ҫитерес пулать. Аллисене сулса илсе, салтак хӑйӗн тискерленсе кайнӑ шурӑ куҫӗсене пушшех чарса пӑрахрӗ. Унӑн тусанлӑ пичӗ шыҫса кайнӑ; вӑл, шӑтӑк тавра пухӑнса тӑнӑ ҫынсен ҫурӑмӗсем ҫине пӑтранчӑк куҫӗсемпе пӑхса, илтӗнмен сасӑпа Яков ашшӗне темскер каларӗ, унӑн кӑвак сухалӗ чӗтресе тӑчӗ. — Турӑҫӑм, пӗтрӗмӗр, хӗрарӑмсем! Куҫне мӑчлаттарса илсе, вӑл:— Ӑҫтан пӗлетӗр? — тесе ыйтрӗ. Амӑшӗ кӗскен те васкавлӑн каласа пачӗ. Пурнӑҫра малтанхи хут вӑл ҫакӑн пек ҫӗклентерсе яракан туйӑм курнӑ, антӑхнӑ чунӗн мӗнпур вӑйӗпе ӑна ҫӑтнӑ, ӳсӗрӗлсе кайнӑ, хӑйӗн савӑнӑҫне хыттӑн сасӑласа, рабочисен ҫемми май хӗпӗртӳллӗн кӑшкӑрнӑ: — Ка-айрӗ, кайрӗ, ка-айрӗ… Ҫав министрах тепӗр ҫынна ҫав тери ырлать пулсан, вӑл ҫыннӑн хӑй пӗтсе ларасса кӑна кӗтмелле пулать. Вӑл яланах ҫапла ӗнтӗ. — Сэр, эсир ҫӗре курасса шанатӑр-и? — ыйтрӗ Джон Мангльс. Ку плана вӑл ирхи тата каҫхи зарядкӑсене, утассине, чупассине, урасене ятарласах тренировка тӑвассине кӗртрӗ. «Ҫӑмахне те хыпнӑ, тет, ҫав». Тӳрех тасан ҫырмалла мар вӗт. «Путсӗр, пан голова!» — Ирӗк парсамӑр-с, вӑл ҫынсем ман акӑ ӑҫта лараҫҫӗ-с! Срок ҫитнӗ кун та эпир часах ун сассине илтрӗмӗр: — Арестантӑмсем! эпӗ килтӗм… — терӗ вӑл. Диалогсен кӗнеки ҫине чылай вӑхӑт хушши тӑрлавсӑр пӑхса лартӑм, анчах часах уйрӑлса каясси ҫинчен шухӑшланӑран куҫӑмсем куҫҫульпе тулнине пула пачах вулаймарӑм; мӗн вуланине Карл Иваныча каласа пама вӑхӑт ҫитсен, вӑл куҫне хӗссе итленӗ чухне (ку вара ырра пӗлтерместчӗ), шӑпах пӗри: «Wo kommen Sie her?» тесе ыйтнӑ, тепри: Ich komme vom Kaffe-Hause, тесе ответленӗ вырӑнта чӑтӑмлӑх ҫитереймерӗм, ӗсӗклесе йӗнӗрен Haben Sie die Zeitung nicht gelesen? тенине те калама пултараймарӑм. Ҫак ҫапӑҫӑва вӗсем айӗнче алхасакан шыв йӗркелесе пычӗ. Жихарев каллех кистине хурса сивӗ сасӑпа каларӗ: — Акӑ ҫак ӗнтӗ — пурӑнӑҫ, туррӑн чурисем… ия! — терӗ. Герой, герой — пӗр сасӑ та кӑлармарӑн! Мур илесшӗ! Виҫӗ уйӑх ытла ӗнтӗ эпир форта кайса курман. — Мӗн ҫине тӗртсе калатӑн ҫак эсӗ? — ыйтрӗ Аркадий. Ҫав хушӑра пуҫсӑр юланут пӗрмаях прерире курӑнса ҫӳренӗ. — Эсир тухма пултаратӑр, — терӗ вӑл, хӑй пичӗ ҫинчен крепрен ҫӗленӗ шарфа илсе пӑрахса. Ҫӗрле Изотпа Панков вӑл хӑнасене сала ҫывӑхӗпе иртсе каякан пароход ҫине Лобышки пристанне леҫетчӗҫ. Марыся асапсӑрах ура ҫине тӑчӗ те, вӗсем кайрӗҫ. Ерошка, стакансене тултарса, кашни хутӗнчех пӗрне Оленина сывлӑх сунса тыттарчӗ, хӑй пӗр тӑтӑш ырми-канми калаҫрӗ. — Ну, Саня, — терӗ вӑл савӑнӑҫлӑн, — малтанах калаҫса татӑлар. Совет влаҫӗ Яков Лукичшӑн, вӑл — унӑн тӑшманӗ. Эпӗ ҫав-ҫавах шарламарӑм. — Ха эс ӑна, шывра та пӑчланмарӗ! — терӗ Николаев. — Эпир ҫӗнтеретпӗр, мӗншӗн тесен эпир — рабочи халӑхпа пӗрле! — терӗ Софья ӗненӳллӗн те хыттӑн. Ма-ха ху валли тимӗршапа тытмарӑн? Плутон ҫинчен Хӗвел пӗчӗк ҫаврашка пек кӑна туйӑнмалла, мӗншӗн тесен унӑн урлӑшӗ пире курӑнакан Хӗвел урлӑшӗнчен 40 хут пӗчӗкрех. Корчагин хӑй пӑтӗнчен этем юххине ирттерсе ярать. Петр ларчӗ, Наталья та иккӗленерех унпа юнашар ларчӗ. Ма суятӑн? Тепӗр тесен, эпӗ сана киле ӑсатса хӑварма пултӑм, ҫитерсе хӑваратӑпах. Шкуна чалӑшса кайсан, гик борт урлӑ каҫса кайрӗ, унӑн вӗҫӗнчи ик-виҫӗ фут тӑршшӗ парус шыв ҫине ҫитрӗ. Ҫакна пула хӑрушлӑх тата ӳсрӗ. Ҫак мыскара мана йӑлӑхтара пуҫларӗ, эпӗ ку шӑплӑха ахаль сӑмах майӗпех пӗтересшӗн пулса, ӑна пӗр стакан чей сӗнме шухӑшларӑм; сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ те аллисемпе мана ыталаса тытрӗ, мана ҫемҫе те кӑвар пек вӗри тутипе хӗрӳллӗ чуп туса илчӗ. Тӗттӗм кунта… Фомана унӑн сӑмахӗсем ӑнланмалла пулман, вӑл вара, мӗн те пулин калас кӑмӑлпа кӑна, чӗлхе ҫине мӗн килнине каласа янӑ: — Тӗлленӗ ҫӗре мар лектеретӗн пулать… — Ку — тивет вӑл. Ҫакӑн пек кӗске вӑхӑтра ӑҫтан каласа пӗтерес вӗсен халиччен хӑйсен ӑшӗнче тытса ҫӳренӗ миллион шухӑша, миллион сӑмаха? — Темскер, эпир Мускавран килнӗренпе тӗлӗнмелле улшӑнтӑн эсӗ. Икӗ кун хушши комендант тӗпчесе асаплантарса ҫитерчӗ. Музыкӑна эпӗ юрататтӑм, ҫавӑнпа та ҫав тери хапӑл туса вӗрентӗм. — Урӑх нихҫан та ӗҫлеме каймастӑп эпӗ. Саклат хурсах тавлашатӑп: ҫак чӗрчунсен хӑйсен титулсемпе орденӗсем пур; вӗсем хӑйсене валли йӑвасемпе шӑтӑксем тӑваҫҫӗ, вӗсене ҫуртсемпе хуласем теҫҫӗ; вӗсем капӑр тумтирсемпе, капӑр лашасем кӳлсе тухнипе каппаяҫҫӗ; вӗсем юратаҫҫӗ, вӑрҫаҫҫӗ, наука ыйтӑвӗсем тӗлӗшпе диспутсем тӑваҫҫӗ, улталаҫҫӗ, пӗр-пӗрне сутаҫҫӗ, терӗ. Вӑл ҫак тӗлӗшпе чылайччен каларӗ те, ман пит-куҫ хӗремесленсе кайрӗ. Унсӑр пуҫне, вӑл ыттисенчен хавас кӑмӑлӗпе уйрӑлса тӑрать, чылайранпа ҫакӑн пек кулманччӗ-ха. — Мӗншӗн, Джон? Ерофей Кузьмич сӗтел хушшинче шухӑша кайса, шурӑ ӳтлӗ тачка кӑкӑрне хыҫкаласа ларчӗ. Тепри — Мускаври чаплӑ вӑрӑ, пит йӑвашскер, шукӑль тата пит таса ҫӳреме юратаканскер — вӑл вара ҫепӗҫ калаҫатчӗ. Унӑн сӑмахӗ амӑшӗн чӗринче кӑткӑс туйӑм ҫуратрӗ — Софьйӑна темшӗн хӗрхенес килчӗ, анчах кӳренмелле мар, тусла хӗрхенес килчӗ, Софьйӑран урӑхла, уҫҫӑнтарах каланӑ сӑмахсем илтес килчӗ. Унтан вӑл Гансран вӑл мӗншӗн чарӑнманнине ыйтрӗ. Пӗрре каҫпала (ку 1773-мӗш ҫулхи октябрӗн малтанхи кунӗсенчеччӗ) эпӗ килте пӗчченех, кӗрхи ҫил уланине итлесе, уйӑх ҫум-мипе чупса иртекен пӗлӗтсем ҫине кантӑкран пӑхса лараттӑм. Тӗттӗм йывӑҫсем хушшинче ҫил канӑҫсӑррӑн вӗркелет, таҫта аякра, пӗлӗт хӗрринче, аслати, хӑй ӑссӗн мӑкӑртатнӑ пек, ҫилӗллӗн те янравсӑр кӗмсӗртетет. Ун умӗнче пӗртте сыпса пӑхман кофе тӑнӑ, вӑл пӗр пек сасӑпа тӑсса майӗпен такама ятланӑ. Вӑл шӑпланчӗ. Каронадӑпа этем хушшинче хӑрушӑ ҫапӑҫу пулса иртнӗ вӑхӑтра экипаж корвет ҫинче мӗн пулса иртнипе хытса кайса пӑхса тӑнӑ пирки тинӗсре мӗн-мӗн пулса иртнине никам та пӗлмен. Ӑҫта-ха учитель? — ыйтрӗ вӑл тин ҫеҫ пырса кӗнӗ тарҫӑран. Пашӑсӑр пуҫне — ыттисене те хупнӑ-им? — тӗлӗнсе ыйтрӗ амӑшӗ. Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗме дежурнӑй официантсем чупса кӗчӗҫ. — Яр-ха… выҫӑран… мӗнпе те пулсан тӑранас терӗм пулать ӗнтӗ. Яр-ха тархасшӑн. «Ҫук, пан голова! «Акӑ вӑл… акӑ вӑл, юлашкинчен!» — чӗремпе пӑлханса шухӑшларӑм эпӗ. Морис Джеральда, сеттльментре Морис-мустангер тесе калаканскере, суд тӑваҫҫӗ тени ытлашши пулӗ. — Вӗсем правленире лару ирттереҫҫӗ. Унпа пӗрле унӑн питех те ватӑ, опытлӑ юлташӗ, ӑна канаш паракан Гуня ҫӳрет. — Мӗн эсӗ, Гертруда? — тесе ыйтрӗ Фелим. Ӗлӗкрех уншӑн Никонов ачи хура пӑнчӑ пулнӑ, ҫав пӑнчӑ тавра кӑмӑла хуҫакан мӗнпур йывӑр япаласем капланса тӑнӑ пулсан, халӗ ӗнтӗ уншӑн Попова магнит пулса тӑчӗ, вал мӗнпур лайӑх, ҫӑмӑл шухӑшсемпе ӗмӗтсене хӑй патне туртса илчӗ. Хӗрарӑм пӳлӗм варринчен Егорушка епле кайнине пӑхса юлчӗ, ун енне кулкаласа та туслӑн пуҫне сулчӗ. — Ку санӑн урапу-и? — тесе хушса хучӗ вӑл хулпуҫҫипе кӑтартса. Вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫ пулнӑ вӑхӑтра Марс Ҫӗр патне 70 — 100 миллион километра яхӑн ҫывхарать. Вӑл вӑхӑтра вӗсен яланах аш, ҫырла тата ҫемҫе тирсем нумай пулнӑ. Вӗсем хӑйсен кӗтевӗсемпе тӳрем вырӑнсем тӑрӑх куҫса ҫӳренӗ, сунара ҫӳресе пур енчен те ҫителӗклӗ пурӑннӑ. Санин ӑна хаваслантарма шутларӗ те шӑпах унӑн туйӑмне лекмелли чӑн-чӑн кирлӗ сӑмах тупрӗ. Тата вӑйӑ выльӑр. Ыратнипе тата калама ҫук асапланнипе, Алексей вӑйӗ пӗтсе ҫитнине туйрӗ. Жорж тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр икӗ эрнерен Лёля пӗр ҫывӑх районра ӗҫ тупать. — Эсир ан ҫиленӗр-ха, Корчагин, — терӗ Тоня, Павкӑна хӑйӗн ыйтӑвӗ кӳрентернине кура. Эпӗ вӑл мӗншӗн ҫапла тунине ӑнлантӑм та унӑн вӗри аллине хам аллӑма илтӗм. Тӗрессипе каласан, сирӗн пек ҫынсемпе таврӑнма тивесси ҫинчен шухӑшлатӑп та, манӑн чӗре ыратать, — терӗ вӑл. — Отлично, — терӗ доктор. Кӗҫӗн Букинӗ ӑна хирӗҫ:— Эсӗ шӑнкӑрча упраса усра… — терӗ. Эсӗ ҫитӗнсе ҫитсен, эпӗ унтан сан валли ҫав тери аван ухӑ йӗпписем хумалли сумка туса парӑп. Чӑннипе илсен, ҫак ҫӑлтӑр ушкӑнӗ пӗртте упа ами пек мар, вӑл алтӑра аса илтерет. Кунти халӑх та ӗлӗк-авалах ҫуралса хӑй валли хисеплӗ ӗҫсем туса хӑварнӑ ҫынсене чӗррӗнех курма пултарать! Ан шарла, ҫуртсемпе хуласене чӗлхепе мар, укҫапа та пуртӑпа тӑваҫҫӗ. — Эсир хӑрушӑ ҫын! — терӗ вӑл мана. Мӗн тетӗр эсир ҫакна хирӗҫ? Индж форчӗ умӗнчи площаде пуҫтарӑнса тӑнӑ юланутлӑ ҫынсен ушкӑнӗнче никам та иккӗлле шухӑшлакан пулман: «Ҫак усал ӗҫе команчасемех тунӑ» тенӗ вӗсем. — Ҫырлахсем, Евгений, эсӗ пачах кирлӗ пек калатӑн. Эрехне ӑна эпӗ ӗҫетӗп, вӑл мана ӗҫмест… Хм, — анчах эпӗ ҫапах та малалла калам-ха… — Ҫапла, пачӑшка; вӑл пирӗн патӑмӑрта… апат ҫимелле… Хӑҫан тухма юранине калӑп эпӗ. Енчен вара Бойчо сывах юлсан? Сихотэ-Алинь ту хырҫин юрлӑ аяккинче метеорит ӳкнипе пулнӑ варинккене ҫав вырӑн ҫийӗпе вӗҫсе каякан летчиксем курнӑ. Алексей савӑнсах Зина панӑ шухӑша ҫавӑрса тытрӗ: — Эсир «юрӑхлӑ» тесе те, «юрӑхсӑр» тесе те ан ҫырӑр. Мунча ҫав ҫынна иккӗмӗш хут пӗрремӗш вырӑна кӑларса тӑратать ӗнтӗ, ӑна Петр пурнӑҫне тарӑнрах та тарӑнрах туртса кӗртет. Мана ҫав тери тунсӑх, ҫав тери кичемлӗх пусса лартрӗ, санпа тата тепӗр минут пӗрле пулассишӗнех тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех пама хатӗрччӗ эпӗ… Укҫа ҫыххисене вӑл тирпейсӗррӗн тыткалать, укҫа та мар, хут ҫыххисем ҫеҫ пулнӑ евӗр, вӗсене вараланчӑк мишука лӑпкӑн иле-иле пӑрахать. — Эпӗ пурпӗрех ниҫта та тарма пултараймастӑп, манӑн пытарма та нимӗн те ҫук! Унтан вӑл пачах вырӑна килмен тӗлӗнтермӗш сӑмахсем каларӗ, эпӗ чи малтанхи хут, вӑл кӑштах ӑсран тайӑлма пуҫланӑ иккен, тесе шутларӑм. Половцевпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Яков Лукич каҫхи апат ҫиме тухать, ҫывӑрма выртас умӗн вара каллех ун патне кӗрет те тепӗр кунхине мӗн-мӗн тумалли пирки инструкцисем илет. Ҫитменнине тата пур ҫӗрте те — начальниксем шутласа кӑлармалла мар йышлӑ, вӗсем уҫҫӑнах мужике те тата патшана та хирӗҫ. Вӑл Андрей Петрович Берсенев ятлӑ; унӑн юлташӗ, сарӑ ҫӳҫлӗ ҫамрӑк ҫынна, Павел Яковлич Шубин, тесе чӗнеҫҫӗ. Вӑл ӑшаланса ӳкнӗ, сӗтеле пырса тӗкӗннӗ, пӗр бутылка тытнӑ, тепӗрне ярса илнӗ, унтан именчӗклӗн, айӑплӑн кулкаласа, каллех вӗсене хӑйсен вырӑнне лартнӑ. Ҫынсен ӑс-пуҫне нимӗн те кӗмерӗ. Хӗл ҫывхарса пынӑ, анчах Икӗ Талисман юханшыв айлӑмне хӗл каҫма вырнаҫнӑ Хура Урасем сивӗрен хӑраман. Ан кӑшкӑрнӑ пул… Давыдовӑн куҫӗ хаяррӑн ҫиҫсе илчӗ, анчах вӑл хӑйне йӗркеллех тытрӗ-ха. — Эсӗ хитре сӑмахсем калама пӑрах, суя тус, ӗҫ ҫинчен кала, — терӗ вӑл. Эпир вара вӑрҫӑ ҫинчен сӑмахлаттӑмӑр. Мӗн мӑкӑртатмалли? Мӗнрен вӑтанмалла? Ромашов, киленӗҫлӗн те айвантараххӑн кулкаласа, пӗрин патӗнчен теприн патне ҫӳрерӗ, пӗрремӗш хут курнӑ евӗр, тӗлӗнсе те пӗтӗм кӑмӑлтан Бек-Агамалова, Лбова, Веткина, Епифанова, Арчаковские, Олизара тата ыттисене палла-палла илчӗ. Улпут хӑй тата! Ҫавӑнпа та Алексей утма, хӗвелтухӑҫнелле утма, нимӗне те пӑхса тӑмасӑр, этем пурӑнакан вырӑнсемпе лайӑх ҫулсем шырамасӑр, вӑрман витӗр кайма шут тытрӗ. — Пулать вӗт-ха ҫавӑн пек лутра ҫын»! Вӑл Грант капитана малалла шыраса кайма сӗнӳ парасшӑнччӗ, анчах, хӗрачан хытнӑ куҫӗсем ҫине пӑхсан, чӗнмерӗ. Хула варринче те, хула хӗррисенче те пурӑнӑҫ хӑйӗн ҫулӗпех пынӑн туйӑнать, революциллӗ влаҫӑн пуҫ миминче — Губкомра та пурте хӑй йӗркипе пулса пырать. — Мӗншӗн? — Гретхен ятне. Пӑшал кӗпҫи умӗнче хӑйсене хайсем тивӗҫлипе тытма пӗлекенсене нумай, питех те нумай тӗлӗшпе каҫараҫҫӗ. Танлӑх сылтӑмалла. Эсӗ вара яланах! тимсӗрччӗ, кичем, ҫиллес… Эпӗ юлтӑм. — Мӗншӗн апла? Сӑмах вӗҫӗнче вӑл мана калама ҫук усал сӑмахпа кӳрентерчӗ те тухса кайрӗ, ҫакна ҫеҫ ас тӑватӑп. Будуарта мӗнле кӑна кӗленчесем унта, мӗнле кӑна чечексем, унӑн платьисем сапаланса выртаҫҫӗ, вӗсем сывлӑш евӗрлӗ, вӗсем ҫине сывлама та хӑрушӑ. — Ера! — терӗ вӑл шӑппӑн, кулмасӑр. Ӑна Михайла мучи ҫунса кайнӑ кил вырӑнӗнчен ӑнсӑртран тупса, «кил чунӗ кӗтӗр» тесе, алсиш ӑшне чиксе килнӗ пулнӑ. — Ак сана! — Кашкӑрсене куркаланӑ-ши кунта? — тесе ыйтрӗ хӑравҫӑ Костя. Тата ытларах ӗҫмеллеччӗ санӑн. Сан ҫинчен жалоба панӑ, эсӗ адвокат пит-куҫне ҫапса аркатнӑ, полицейскине канала тӗртсе янӑ… Анчах ак каллех чӗлтӗркке кӑтӑш ҫавӑрса илет мана, ман мимӗ каллех ула-чӑла тертӗн вӑййи пулса тӑрать, эпӗ вара, тунсӑх вилес пекех пусса лартнӑскер, икӗ минутран каллех вӑранса каятӑп… Унтан хуллен, питӗ хуллен калаҫакан сасӑ, Джо индеец сасси, илтӗнсе кайрӗ:— Ҫӑва патне кайманскер! Ун патӗнче хӑнасем пур пулмалла, — халӗ вӑхӑт нумай пулсан та, унта пур ҫӗрте те хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ. — Ӑҫта эсӗ хӑй ҫутисем куратӑн? Эпӗ алпа стенана хыпашларӑм — шӑтӑк ҫук. «Тӑр, Маша, намӑс! — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ урнӑ пек ҫилленсе. — Мӗн вара? Допрос пуҫланчӗ. Станцинче пурте тирпейлӗ. Ҫавӑнпа промышленность предприятисенчен часрах акӑлчансен паркне аса илтерет. Юлашкинчен ку мана йӑлӑхтарчӗ те эпӗ, мӗнле те пулсан ӗҫ тупӑнӗ тесе, ҫӗршыв тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме тухса кайрӑм. Хӑрушӑ япала, капитан пуҫӗнче темӗскер мӗлтлетрӗ. — Часрах ялик патне? — терӗ вӑл пурне те. Таврари вӑрмансенче йывӑҫ ҫулҫи шӑппӑн та кулянса шӑпӑлтатать, вӑл ҫапла шӑпӑлтатни тӗттӗмре тем хаяр пуласса систернӗн туйӑнать. Эпӗ хресчен вӗт…» Вӑл ура ҫине тӑрса пурин ҫине те пӑхса илнӗ те, мӗскӗннӗн кулса, шӑппӑн:— Сирӗн ҫӗнтерчӗ… — тенӗ. Стрелковӑй батальонсем тачӑ колоннӑсемпе утаҫҫӗ; вӗсем хыҫҫӑн — пӗр ушкӑнпа — штаб тата мӗнпур вак подразделенисенчи боецсем. — Ваше превосходительство, хушӑр мана, пӗр рота салтак тата ҫур сотня казак илсе, Белогорск крепӑҫне тӑшманран тасатмашкӑн кайма. — Игнат, улпут тумланасшӑн! — Вунпилӗк сехет, — терӗ Айртон. — Сиртен ӑна вӗренейрес ҫук, — терӗ амӑшӗ, кулса илсе. Кӗҫӗн вырӑссен ҫав тери чечен юррин сӑмахӗсене уйӑрса илтӗм вара эпӗ: Ай, те четек, те чечек марПалана авать. Ай, те ыйхӑ, те ыйхӑ марПуҫӑма пусать. — Ну, кай халь, кай, ӑмӑрткайӑк, — мана сӗтел патӗнчен аллипех тӗксе, сехӗрленӳллӗн хыпкаланса ӳкрӗ карчӑк. Фомашӑн вӗсем ҫине пӑхма та ирсӗр пулнӑ. Вӑл, аяккалла пӑрӑнса, тепӗр сулӑ ҫине каҫнӑ. Ырӑ ҫынна, кама та пулин урӑххине, парас пулсассӑн, татахчӗ. Пӑх-ха эсӗ ӑна, ҫаралса юлнӑ ӳсӗре парасшӑн! Пуҫне тата аллине кӑтартрӗ, ку вӑл — хырнӑ пуҫ, чеченец, тенине пӗлтерчӗ. Хӗр качча тухма васкаман, ашшӗ те кун пирки нимӗн те калаҫман, вӑл хӑйӗн килӗнче вечерсем те тутарман, ҫамрӑксенчен те никама та хӑйсем патне чӗнтермен, хӗрне те ниҫта кӑларман. — Вӑхӑт, тетӗп! — кӑшкӑрать вӑл. Ҫурма уҫӑ тутисем, — Соломон вӗсене шӑп та шай сехет каярах кӑна чуптунӑ, — ытарлӑн та киленӗҫлӗн кулнӑ, шӑлӗсем нӳрӗскерсем, вӗсен айӗнчен кӑштах ҫуталнӑ-ха. Власовсен тӗксӗм пӗчӗк пӳртне слободкӑри ҫынсем ытларах та ытларах асӑрха пуҫларӗҫ; ун ҫине нумай енчен шанмасӑр, асӑрханса та тивӗҫлипе ӑнланмасӑр тӑшманла пӑхрӗҫ, анчах ҫав хушӑрах шанни те, ытларах пӗлме тӑрӑшни те палӑрса пычӗ. Ун тавра пӗлӗш ҫынсем хӗвӗшсе ҫӳренӗ: килнӗ, кайнӑ, ӑна темӗскер каланӑ, вӑл ответленӗ, анчах та вӗсен сӑмахӗсем ӑна нимӗнле ӑнлану та кӳмен, мӗн калаҫнӑ пекки пӗтӗмӗшпех унӑн чунне тултарса тӑракан вилӗ чӗмсӗрлӗхӗн авӑрне путса пынӑ. Кирек мӗнле сӑмса туса лартма пултаракан ҫынсем те пур, теҫҫӗ. Савнийӗ кӗтсе илеймен — кайнӑ, ури сассисем те илтӗнмеҫҫӗ. Эп ӑна качча илес ҫук! — тесе ответленӗ. Анне ҫав сӗтел хушшинче Гаер сӑмахӗсене ӑсран кайса итлесе ларать. Сана улталаймӑн. Упӑтене пӳрт ҫинчен аяла хӑваласа антарас тесе, ушкӑнта тӑраканнисем хушшинчен хӑшпӗрисем чулпа пеме тытӑнчӗҫ, анчах мана чулпа тивертесрен хӑраса, патша ҫуртӗнчи полици чулпа пеме пит хытарласа чарчӗ. Тупа тусах калатӑп, ҫавах ӗнтӗ. Мӗне кирлӗ-ха пит-куҫа вӑтаннӑ пек пӗркелентерсе хӑтланни, ҫавӑн пек сӑпайлӑх? Вара эсӗ партие ӗҫ вырӑнӗсем илесшӗн кӗреҫҫӗ, тесе шухӑшлатӑн-и? — Мононгахельски виски тем чухлех. Ҫул ҫинче хӑрӑк-харӑк е вутӑ тиенӗ лавсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Кирек мӗнле хирӗҫсен те, астрономсен Юпитерӑн спутникӗсем пур тенипе килӗшмеллех пулса тухнӑ. Унӑн кӑмӑлӗ паян ҫав тери пусӑрӑнчӑк. Эсир инвалид-и? — Мӗнех вара, турӑ сана ырлӑх патӑр, — терӗ казак, — эп хавас, тин ҫеҫ каларӑм. Вӗсем станцире ӗҫлекенсем перрон ҫине тухса ҫӳрекен алӑк патне пычӗҫ. Ҫакӑнпа пӗтрӗ те. Ку вырӑна ҫитесси уншӑн йывӑрах пулман, анчах кунта капитан аптӑраса кайнӑ. И-и, савнӑ чунӑм! Вӑл йӑлтах ӗҫе путнӑ, ҫавӑнпа карап сиккеленмест, курспа пӗр тикӗс пырать. Пӗчӗк старик Эб Тернер еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, хальхинче вӑл короле тытрӑм терӗ пулас. — Ну, вӑт, илтрӗр-и эсир, вӑл мӗн калать? — Коллежски асессор кӑна пӗлет ӗнтӗ, мӗншӗн тесен вӑл Кавказ облаҫӗнче темиҫе хут та следстви туса курнӑ. Ҫак усал ҫинчен акӑ мӗн калама пулать. Ҫулҫӳревҫӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӑранчӗҫ. Каҫ лӑпкӑ иртрӗ, темиҫе сехет кашни вӗсене вӑй кӗртрӗ. Карл Иванычпа Володя хӑйсен парнисене панӑ вӑхӑтра хӑюлӑхӑм та, ҫирӗплӗх те йӑлтах ҫухалчӗҫ, именӳ вара чи ҫӳлӗ пусӑма ҫитиех хӑпарса кайрӗ: эпӗ чӗререн юн пуҫа пӗр таттисӗр пырса тӑнине, сӑн вӗҫӗмсӗр улшӑнса пынине тата ҫамкапа сӑмса ҫине шултра тар пӗрчисем пӑчӑртанса тухнине туйса тӑтӑм. Пӑхса кӗтсе тӑрас пулать ӗнтӗ хӑйсене илме киличчен. Чугун тӗслӗ тӑпра ҫинче ҫул хӗрринчи ялсен пӳрчӗсем тухса тӑраҫҫӗ, ҫиленчӗк те выҫӑ йытӑсем ура патнех кусса пыраҫҫӗ, хуралҫӑ шакӑртикне шаккаса илет те хӑраса кӑшкӑрать: — Кам килет? Поляница хӑйне усӑсӑр пек туйӑнакан калаҫӑва татма шутларӗ пулмалла. Вӑл хӑйӗн хӗрарӑм чысӗ ҫине ҫӑмӑл пӑхнӑшӑн, йӗркеллӗ, ӗретлӗ пулма тӑрӑшманшӑн тарӑхса, Давыдов хӗрӳллӗн каларӗ: — Ӑнлан-ха эс, айван, эп саншӑн тӑрӑшатӑп! Вӗсен пиллӗхӗсӗр эсӗ телейлӗ пулас ҫук. Петр дворникӗн лӳшкентерсе ҫу сӗрсе лартнӑ чул пек пуҫӗ ҫине пӑхрӗ, ӑна пусарса лартмалли сӑмахсем шыраса, хӑйне хӑлхинчен туртса, мӑшлатрӗ. — Есть! — терӗ те вестовой, утне хускатрӗ. — Мӗскер? — мӗкӗрсе янӑ вӑл, ун енне талпӑнса. — Аҫу ватӑччӗ, йӑшса ҫитнӗччӗ… Санӑн, пике, сывлӑху мӗнле, чиперех-и? Кун хыҫҫӑн эпӗ ҫӗр хӑвӑлӗнчен шӑппӑн тухрӑм та ҫӗленсене иккӗшне те тӗмсем хушшине вӑркӑнтартӑм: пӗтӗм инкекшӗн хам айӑплине Джима пӗртте пӗлтерес килмерӗ манӑн. «Чиперкке темелӗх пур!» шухӑшларӗ те Петро, унӑн ҫан-ҫурӑмӗ сӑрлатса илчӗ. Пӑлханакан Вандейӑра, хӗрарӑмпа ачасене шута илсен, пилӗкҫӗр пин ҫынтан кая мар шутланнӑ. Ӑнсӑртран айӑккипе иртсе каякан Англи карапӗ ҫав мӗскӗнсене хӑй ҫине илсе тӑван ҫӗршывӗсене ҫитермен пулсан, сӑмах та ҫук, часах е пӑртак тӑрсан, пӗр лагерӗ тепӗрне пӗтернӗ пулӗччӗ. Вӑл та хӑратмасть. — Ҫавӑнпа арӑмна хӑваласа ятӑн-и-ха эсӗ? — мӑшкӑлласа ыйтрӗ оргпай пуҫлӑхӗ Хомутов. Фабрикӑри пир-авӑр тӗртекенсем хушшинче ҫапӑҫакан, ашкӑнакансен пысӑк ушкӑнӗ пулнӑ, анчах вӗсем хушшинче социалистсем пуласси ҫинчен шухӑшлама йывӑр пулнӑ. Маунганаму сӑртӗнчен тухнӑранпа ҫулҫӳревҫӗсем ҫӗр миль кайрӗҫ, океан хӗрне ҫитме вӑтӑр мильрен ытла каймалла мар. Мана офицер турӗҫ. Ку тӗрӗс. — Ӑрӑскал тени вӑл пурнӑҫра — ҫырма шывӗ хӗрринчи пулӑҫӑ пекех: хӑйӗн илӗртӳллӗ вӑлтине вӑл пирӗн хӗвӗшӳ хушшине ярать, вара этем — сӑхӑ ҫӑварӗпе ӑна кап! хыпса илет… леш вара, ӑрӑскалӗ, вӑлта патаккине ялт кӑна туртса кӑларать те, этем ҫӗр ҫине ҫатлатса тухса ӳкет, кайран — пӑхӑсӑн — мӗскӗнӗн чӗри те татӑлнӑ иккен… Дон Сильвио Мартинец хайӗн ҫамрӑк ӗмӗрне яланах хӑрушлӑхра пурӑнса ирттернӗ. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн чӗринче ҫак ҫынна хирӗҫле туйӑм хускалчӗ. Игнатенок карчӑккине — килӗнче. Пунеттейсемпе пӗрле пурне те района ӑсатрӗ. — Часах! — терӗ амӑшӗ лӑпланса, ӑшшӑн кулса илсе. Чӑнах та вӗсен енне райпартком секретарӗ пырать. — Вӑрӑ-хурахах, — тесе шухӑшласа илчӗ Наталья, хуняшшӗ ҫинчен хӑйне вӑйпах курайманнӑн шухӑшлаттарас тесе. Кашниех хӑйӗнчен-хӑй ыйттӑр: эпӗ кам тетӗр? Кӑмака ҫинчен урисене усса, пӳрнисемпе хӑйӗн кӑтра сухалне тураса ларать, ҫав вӑхӑтрах ерипен, васкамасӑр, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах калать, сӑмахӗсем, сӑнчӑр ункисем пек, пӗринчен тепри ҫыхӑнса пыраҫҫӗ. Лерелле каять. Электричествӑна сӳнтернӗ, аппаратри шӑтӑксен кӗленчи витӗр шупка ҫутӑ сӑрхӑнса кӗрет. Хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ санран лайӑх ҫынна та курман. Ҫакна хирӗҫ вӑл тӗлӗнмелле ыйту илтрӗ: — Санӑн чуну хӑвӑнтан уйрӑм пурӑнать-и-мӗн? — Эпӗ сана ҫакна калам, ҫыннӑм, — пуҫларӗ вӑл кӑштах хӑпартланса. — Авӑ… авӑ!.. — хӑравҫӑн пӑшӑлтатма тытӑннӑ палуба ҫинче. Ку пӗр сӑрт аяккиехчӗ иккен, аялтан кунта чуллӑ тундра кӗрет, унта этем аллипе чавса тунӑ пек тарӑн йӑрансем пур. Чухӑн ҫынсене нихҫан та хур туман вӑл. Ҫавӑнпа килтӗм те ӗнтӗ эпӗ кунта: пирӗн ушкӑнта вӑл ҫырӑвӑн пӗр сӑмахне те шанмаҫҫӗ, тесе каласшӑн эпӗ. Мересьевӑн урисем татӑкки ҫинчен калакан вырӑна вуласа ҫитсен пулас, вӑл васкасах Алексее пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, — ларӑрсам, мӗншӗн ура ҫинче тӑратӑр, тенӗ пек пулчӗ ӗнтӗ вӑл, — унтан каллех хутсем ӑшне путрӗ. Мана Жуков ассистент инҫетри Ҫурҫӗрте пурӑнни ҫинчен сӑпайлӑн каласа пӗлтерчӗ. Эпӗ алӑкран кӗнине курсан, вӑл мӑйне тӑсрӗ те, яп-яка хырнӑ тунсӑхлӑ питне ман еннелле ҫавӑрса хуллен кӑна: — Ну — хӗне! — терӗ. Анчах вӑл, сире ҫывӑх пулас тесе, хӑйне нимӗн чухлӗ те хӗрхенмест пулас. Ҫав сӑмахсемсӗр пуҫне вӑл тата «Lasciate ogni speranza» сӑмахсене пӗлнӗ, ҫаксем вара ҫамрӑк туристӑн Итали поэзийӗнчен мӗн пӗлни пулнӑ; анчах Панталеоне ӑна итлемерӗ. Вырсарникун, Воропоновран касма илнӗ вӑрмана пӑхса ҫӳренӗ чух, Яков Носкова курчӗ, — вӑл, хӑй ҫине капкӑнсем, сурӑмӗ хыҫне михӗ ҫыхнӑскер, чӑтлӑх витӗр утса пынӑ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, тепӗр ҫӑкӑр юхса килчӗ, хальхинче эпӗ ӑна вӗҫертмерӗм. — Ан хӑра, — тӑсрӗ малалла Зухин кӑшт куларах, унӑн кулли хӑйне евӗр пулнӑран, эсир ӑна асӑрхамасса пултараймастӑр тата сирӗн ӑна ҫав кулӑшӑн тав тӑвас килсе каять: — ӗҫке ерсен те, инкек пулмӗ; халӗ, тӑванӑм, кам кама такӑнтарассине пӑхӑпӑр: вӑл-и е эпӗ ӑна. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — хӑвӑрттӑн ярса илчӗ ун сӑмахне Берсенев. — Инсаров халь пӗр вырӑс хӗрне юратнӑ та хӑй сӑмах панипе тухса тарма шутланӑ. — Ну, эпӗ те ҫаплах! Вӗсем вара мана: «Мӗн чухлӗ пурӑнас килет, ҫавӑн чухлӗ пурӑн», — терӗҫ. Финн — Юнлӑ алӑ — таҫтан пӗр пӗчӗк хуран тата пӗр пачка ҫурри нӳрӗ табак ҫулҫисем, чӗлӗм вырӑнне тыткаламашкӑн виҫ-тӑват маис туни пӗҫертсе килнӗ. — Ой, ой! Чӑн та, ку ҫулҫӳревӗн пӗрремӗш кунӗ ҫеҫ пулчӗ-ха — малашнехи ҫул йывӑртарах пулассине кӗтмелле ӗнтӗ. Вӑйпах вилӗме кӗтни вӑл чӑн-чӑн чир мар-и вара? Санӑн Гарви тетӳ — проповедник. Яланах вара мана пӑртак хурланмалла пек туйӑнатчӗ. Эртел, пӗр аллӑ ҫын, чӑптасемпе, брезентсемпе чӗркенсе, пушӑ баржӑн палуби ҫине вырнаҫрӗ; баржӑна пӗчӗк ҫеҫ буксирнӑй пароход хашкаса, ҫумӑр ӑшнелле хӗрлӗ хӗм кӗлтисене ывӑта-ывӑта, туртса пычӗ. Ачасем ытларахӑшӗ тата хӑйсен сочиненийӗсене кӗнекесемпе пӗр-пӗр статьясем ҫинчен ҫырӑ-ҫыра илетчӗҫ. Ҫапах та асӑннӑ Флестрин, панӑ сӑмаха пӑснӑ сутӑнчӑк ҫын пек, ырӑран та ырӑ кӑмӑллӑ, хӗвелтен ҫутӑ аслӑ императортан хӑй кӑмӑлне хирӗҫ пырса айӑпсӑр халӑхӑн ирӗклӗхне пӗтерместӗп тесе, Флестрин хӑйне ҫав ӗҫрен хӑтарма ыйтнӑ. Эсир пире юратасса эпӗ шансах тӑратӑп: эсир пусмӑртисене пурне те юрататӑр… Юр шывӗ вӑтам ашӑ тӑракан вырӑна юхса пырать те унта Марсӑн тинӗсӗсемпе каналӗсем хӗррипе ҫамрӑк ӳсентӑран шӑтать. «Ача лайӑх ӳсет, — шухӑшларӗ Лодыжкин, — шӑмӑллӑ ӗнтӗ — авӑ, пур аякпӗрчисем те палӑраҫҫӗ, ҫапах ҫирӗп яш пулать!» Ӗҫмелли тата уҫӑ тутӑллӑрах пултӑр тесе, паллах, Алвиш хурана пӗр ывӑҫ тинӗс тӑварӗ ячӗ. Мӗн пулнӑ-ши вӗсене? Ну, эпӗ инженера алӑ патӑм, хӑй ман ҫине шуйттан пек пӑхать: эсӗ мӗн ман арӑмпа ахаль ҫын пек калаҫатӑн? — тет пулас. Ҫав ӗҫе пӗтерсенех Техасалла. Тухтӑр ҫуртри пур ҫынсене те сывлӑх сунчӗ, хӑйне сывлӑх суннӑшӑн савӑнса тав турӗ, унтан хуҫипе сӑмахлама тытӑнчӗ: — Мӗнле кулӑш пулса тухнине каласа парам-ха сана, Марко бай. Вуникке кайсан вӗсене Киеври академине леҫнӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, вӑл вӑхӑтри мӗнпур паллӑ сановниксем хӑйсен ачисене воспитани пама кирлӗ тесе шутланӑ, кӑна вӗсем ачисене чӑн-чӑн воспитани парас тесе мар, кайран ӑна йӑлтах манса каяс тесе тунӑ. — Эпӗ сирӗнпе, — терӗ ун хыҫҫӑн Паганель. — Эпӗ те, — терӗ Вильсон. — А-а-а! Вӑл Людмила аллисене тытса:— Хаклӑ чунӑм! Йывӑр лафетӑн тӑватӑ кустӑрми кашни минутрах ҫын виллисем урлӑ каҫа-каҫа каять, вӗсене лапчӑта-лапчӑта хӑварать, тата-тата ваклать, часах пилӗк виле ним йӗркесӗр ҫирӗм татӑк пулса, батарея хушшипе шуса ҫӳре пуҫларӗ. Тепӗр пӗр-ик эрнерен вӑл татах яла пырса кӗрет те укҫа ыйтать. Сывлӑшра кӑпшанкӑ евӗрех чӗтренсе, чӑпаррӑн курӑнса, хирчӗк тӳррӗнех тӳпене ҫӳле ҫӗкленчӗ те, тусан пӗлӗтӗнчен хӑраса пулӗ, айккинелле вирхӗнчӗ, чылайччен куҫ умӗнче вӗлтӗртетсе тӑчӗ… Ҫав ҫурт таврашӗнчи карта тахҫанах ишӗлсе пӗтнӗ, пӳртӳм картлашкисем ҫине те ҫумкурӑксем ӳссе ларнӑ, мӑрйи ишӗлсе аннӑ; чӳречисенче кантӑксем пулман, тӑррин кӗтесси те шалалла анса каннӑ. Вӑл хӑй Мускав обществинче «ҫамрӑк ҫын» текен ҫынсенчен пӗри пулнӑ. Ку хайхи пӗчӗк юханшыв хӗрринчи пек мар! Ку мӗн вара, санӑн, пакарту ҫинче? Ӗлӗкхи вырӑнта Миките пулман, анчах ҫунара темӗскер, юр айне пулнӑскер выртнӑ, Ваҫили Андрейч «Ку Миките пулӗ», — тесе чухласа илнӗ. Ҫав халиччен ҫисе курман апат аван пулчӗ-и, начар-и, эпӗ нимӗн те калаймастӑп. Турӑ каҫартӑрах ӑна!.. Ну, юрӗ-ҫке, чаплӑ хӑна килнӗ ятпа… ыран пуп сире венчет тӑвӗ. Хӑяматне сирӗнпе! — Ҫук, Энскран эпӗ. Судья ҫапах та, ӗҫе тӳрлетме ӗмӗтленсе, городничий вырӑнне пырса тӑчӗ те, ҫӳлти тути ҫинчи пӗтӗм табакне сӑмсипе туртса илсе, Иван Ивановича тепӗр еннелле тӗксе сулӑнтарчӗ, Миргородра яланах ҫынсене ҫак майпа мирлештереҫҫӗ. Эпир ҫав тери пысӑк хӑвӑл ӑшӗнче тӑратпӑр, чӑннипе каласан — тӗттӗм тӗрмере тӑратпӑр. Калаҫасса шӑппӑн калаҫрӗҫ. Виҫҫӗмӗш коробки ӑшӗнче пысӑк йӗс булавкӑсем курӑнса карӗҫ, вӗсем те урамран пуҫтарнӑскерсем унтан атӑ таканӗсем: якалнисем, татӑлса кайнисем, лайӑххисем те, пушмак-туфли тӑхисем, йӗс алӑк хӑлӑпӗ, катӑлса кайнӑ шӑмӑ туя аврийӗ, хӗрсен пуҫтурийӗ, «Тӗлӗкпе юмӑҫ кӗнеки» тата ҫавӑн пек йышши ытти япала та темӗн чухлех. Лав тавра ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, вӗсем ӑна пушатаҫҫӗ пулас. Шурочка кайма васкамарӗ-ха, алӑк ҫумне таянчӗ те, ҫапла сӗвӗннипеленех тӑчӗ. — Йӑслах ӗнтӗ, йӑсла! — пӑшӑлтатса илчӗ Васятка ашшӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса. Хресченсем шансах тӑнӑ: «Суятӑн, тусӑм! Халӗ ӗнтӗ сана та ответ тыттарӗҫ; халӗ ӗнтӗ ташласа та ывӑнӑн, ӗмӗтсӗрскер!..» Ҫавӑнпа вӑл пӗр иккӗленмесӗрех:— Гаррис текех кунта ҫук, — терӗ. Вӗсем ӑна часах питӗ килӗштернӗ, мӗншӗн тесен, вӑл мӗнлине пӗлсен, ӑна юратмасӑр тӑмалла та мар. Ҫав тӗрлӗ тӗттӗм, пӗр утӑмран та нимӗн те курӑнмасть. Ватӑ Филимонихӑ ахаль те йӗпе тутине васкаса ҫуласа илнӗ те пӗр сывламасӑр каласа хунӑ: — Ну намӑссӑр та эс, Лукерья, сан пек ҫынна эп ӗмӗрте те курман. Павел чи ҫӳлти ирӗк вырӑна йышӑнчӗ те унтан проходсенчи кӑшкӑрашакан, лара-тӑра пӗлмен ҫынсене сӑнама тытӑнчӗ. Анчах ман сурансем пачах урӑхла пулнӑ. — Эсӗ хӑҫан каяс тетӗн? Темӗнле хӑватлӑ ҫын хушнӑ евӗрлех таркӑнсене сасартӑк хӑвалама чарӑнчӗҫ. Иван Павлыч Гриша пултарулӑхне мухтасах каймастчӗ пулас. Кассий, ӑна алӑран тыт та аяккалла илсе кай. Тӗрӗссипе каласан, вӑл ҫапса ҫӑвакан пӗрчӗклӗ пӑр мар, тӳпене карса илнӗ хура пӗлӗтрен ал чӑмӑрӗ пек анакан пӑр татӑкӗсем пулчӗ. Тӳррипе каласан, эпир каймалли ҫул тин кӑна пуҫланать. Ревматизма пула сурса ыратан урисене вӑл ҫӗрле ҫапла ӑшӑтса выртма юратать. Инҫетре шыв хумӗсем пек катрам ҫумӑр пӗлӗчӗсем пӗр-пӗринпе тӗркӗшсе илемлӗн хӑпараҫҫӗ. Ман ӗҫ, явапӗ те манӑнах. Мӗн пулнӑ унта санӑн? Старик мӗнпур вӑйӗпе тӳрленсе тӑрса каларӗ, унӑн сасси тинӗс шавне те хуплать. * * * Ҫӗрле уйӑх ҫутатса тӑнӑ. Эпӗ пурӗ пӗрех хам сӑмах ҫинче тӑратӑп: пӗтертӗн упӑшкусене, халӗ ӑншӑртна ман ҫине яратӑн… Ҫӑрттан вӑл, кӳлӗсенчи пӑр таткалансан тата юханшывсем сарӑлса кайсан ҫыран хӗрринелле туртӑнать. Вӑлча тӑкать вӑл. Ҫав ӗҫе тума кӑшт ҫеҫ ҫырана тухса выртмасть — ҫурхи шывпа хупланнӑ курӑк хушшине, мӑк ӑшне кӗрсе каять. Пирӗн Любобратичсем ҫук тесе ҫӗткеленет иккен вӑл. Павка, пӳрте кӗрсе, васкаса ҫавӑрӑнчӗ те, Артём килте ҫукки ҫинчен амӑшӗнчен ыйтса пӗлсе, тулалла чупса тухрӗ, хула вӗҫӗнче пурӑнакан Серёжка Брузжак патне вӗҫтерчӗ. Калӑпӑр акӑ, ун пуҫне пӗр йӗрке пырса кӗчӗ, анчах ун валли рифма тупӑнмасть, ҫав йӗркене вӑл чӗрет те пӑрахать, ҫӗнӗ йӗрке ҫырать, вара малалла чӑрлаттарать кӑна. — Ҫавах каять, Квейс лейтенант, — терӗ вӑл. Кочегар шӳт туса калать пулӗ тесе ҫынсем кулса ячӗҫ, анчах кочегар именсе ӳкнӗ карчӑка ҫине тӑрсах ҫавӑрма тытӑнчӗ: — Пар-ха кукамай! Ҫунатпӑр! Сирӗн те урӑр манӑнни пекех иккен: эпӗ сире хамӑн пушмаксене парнелӗп… — Ахалех. Коперникӑн чаплӑ сочиненийӗ ҫинчен Бруно унчченех илткеленӗ пулнӑ. Шӑнкӑрч вӗлли тӑрринче пӗчӗк пуҫне каҫӑртса хунӑ хуп-хура тӑри тӑрлаттарсах юррине шӑратать. Анчах ан васка, тархасшӑн, ан хыпалантар мана. Картла выляссине хӗрарӑмсене ҫавӑрса илеслӗх тӗлӗшпе пыракан мухтанчӑкла спорт ҫинчен эпӗ каламастӑп та ӗнтӗ. — Паттӑр хӳтӗлевҫӗ! — терӗ Ульяна Шутяева та йӗрӗнсе. Унтан Анголӑна, чура сутакан тискер вырӑнсене кайӗ, Казондене ҫитӗ — ҫак ҫул чӑнах та ҫапла пулмалла пек туйӑннӑ. — Мӗншӗн тесен сан ҫинче пӗр кӗпе ҫеҫ, иккӗ мар! Анчах кӗтмен ҫӗртен Ҫӑрттан мучи вӑшт! сиксе тӑчӗ те сӑмах пуҫларӗ: — Хаклӑ граждансемпе карчӑксем! Ҫак уйӑх пӗтнӗ тӗле эпӗ вӑрманта пытанса тӑракан ҫар шутне аллӑ пине ҫитересшӗн. — Тултар-ха мана иккӗмӗшне, мисс, — татӑклӑн ыйтрӗ Гаррис. — Ларӑр, ма ларас мар. — Турӑҫӑм! ниушлӗ вӗлереҫҫех ӗнтӗ мана, урӑххине мар, манах вӗлерӗҫ-ши? Козаксем вара ҫав-ҫавах пӗр-пӗринпе калаҫрӗҫ, пур еннелле те тинкерсе пӑхса, ҫунакан вут умӗнче ҫӗрӗпех хурал тӑчӗҫ; ӗҫсе ӳсӗрӗлмен хурал пӗрре те куҫ хупмарӗ. Васкаса ҫиет вӑл, ҫӑкӑрне йӗркелӗ чӑмламасть те, пысӑк-пысӑккӑн ҫӑтса кофепе сыпса ҫиет. — Hwar? — тесе ыйтрӗ вӑл исландецран. Сасартӑк сылтӑм ҫыранта аякра темскер тапӑртатни, унтан тӗттӗмре пӗр харӑсах темиҫе насус ӗҫленӗ чухнехи евӗрлӗ уҫӑмсӑр шав илтӗнсе кайрӗ. — Ҫук, сеньор. Хам пӗлсех тӑратӑп пулӗ тетӗп, ҫав пӗр хут хирӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн вӗсем урӑх курса калаҫман. Малашнехи шыравсем ҫине вӑл ытти ҫулҫӳревҫӗсенчен те шанӑҫсӑртарах пӑхнӑ пек туйӑнать. — Чӑн, ваше благороди… Ҫавӑнпа Аракчеев генерал вӗсене ӗҫ тунӑ ҫӗрте тытса илнӗ те — чинне-мӗнне пӑхмасӑр — пурне те Сибире кӑтаргӑна янӑ, ҫавӑнта вара вӗсем, йывӑҫ ҫулҫи ҫинчи пыйтӑсем пек, вилсе пӗтнӗ те… Ҫав снарядсене пула пирӗн мӗн чухлӗ ҫын пӗтме пултаратчӗ? Ирпеле эпир чумӑран тухнӑ ҫӗре (унта ирттернӗ каҫ манӑн пурнӑҫӑмра ытлашши лӑпкӑ каҫ вырӑнӗнчех шутланмасть) ҫак кедр йывӑҫӗ алӑк патӗнче выртать. Пӗр-пӗрин ҫине вӗсем пӗр хут та пӑхмарӗҫ, анчах кашниех вӗсенчен теприн шухӑш-кӑмӑлне аякранах курса, туйса тӑчӗ, ҫакна пула самаях вӑйлӑ пӑлханчӗҫ. — Тӗрӗс, — терӗ вӑл, — кипарис курӑнать. Ҫакна эсӗ мӗнле туни ҫинчен пӗлместӗп, анчах карап тӗрӗс тӑнине тата сиен курманнине шанатӑн. Уотсон мисс ҫаплах манран хӑпасшӑн мар: «Гекльберри, урусене пукан ҫине ан хур»; «Гекльберри, апла ан чӗриклеттер, тӗк лар»; «Гекльберри, ан анасла, ан карӑн, хӑвна йӗркеллӗ тыт!» Чӗлхисем ҫаврӑнми пуличченех ҫирӗҫ. Эпӗ алӑка питӗртӗм те никама та кӗме хушмарӑм, хам каллех часрах пеме ыйтрӑм. Унта чирлӗ французсене туземецсен ҫулпуҫӗ Наги-Нуи хирӗҫ тухса илнӗ; крушенипе хӗн курнӑ ҫынсене вӑл нимӗн те туман, вӗсемпе аван пулнӑ, ҫитменнине хӑй пурӑнакан ҫуртне вӗсем валли панӑ. Ылтӑн Пин Хапха хулин малтанхи никӗслевҫисем — Африкӑри Земзе йӑхӗнчи негрсем. — Тӗттӗм каҫ пулсан, каятӑп та пулӗ.. — Мӗнпе сут тунӑ эсӗ, Джим? Минька, ылтӑн сӑмсаллӑ кепка, кӑвак курточка — вӑл халӗ самаях кивелнӗ ӗнтӗ — тӑхӑннӑскер, яланхи пекех пусма картлашки ҫинчен пассажирсем ҫине мӑнаҫлӑн та тирпейсӗр пӑхса тӑрать. Эпӗ шутлатӑп, кунтан вӑтӑр пилӗк мильре ларакан Делегейт хулинче те, Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльсӑн чиккинче ларакан пӗчӗк хулара, пире лашасем тупма май пулӗ тетӗп. Унтан, юрланӑ евӗр, хулӑннӑн тӑстарчӗ: — Пуҫла-а-а! Унтан Фома именчӗклӗн, шӑппӑн:— Мӗнле пулса тӑчӗ ку япала?.. Вӑл пӑхнинче эпӗ кунта мӗншӗн килни ҫинчен ыйтни палӑрнӑ пек, пуҫне хӑвӑрт уснипе хӑй мӗнле тӗллевпе пӑхса илнине пӗлтересшӗн пулман пек туйӑнчӗ. Пехотинец та ӑна шӑппӑн ответлерӗ: — Тархасшӑн, ун пирки ан пӑшӑрхан. Пуринчен те уйӑрлӑр тетӗп эпӗ, пур ҫыхӑсене те, кантрасене те татса пӑрахӑр, ҫак тӗнчен танатине — ҫав антихристӑн каррине ватӑр… — Ара! Кирлӗ-тек, ниҫта та кайса кӗреймӗн, ҫапӑҫасах пулать, тетчӗ. Анчах санбатран таврӑннӑ чух халӑх Мускава хӳтӗлес ӗҫе мӗн чухлӗ вӑй хунине курсан, пӗрремӗш хут туйрӗ вӑл: унӑн хӑвӑртрах тӑшмана тӗл пулас килет-мӗн. Тӗл пулас та ҫапӑҫас килет. Ҫак хӗрӳ туйӑм унӑн чӗрине хӗссе те чӗпӗткелесе илнӗн туйӑнать. Кам вӗлерни паллӑ мар-и? Вӑл ҫав тери кулӑшла, кӑмӑллӑ пулнӑ, хӑйне ырӑ тунине ӑнланнӑ. Корвет унталла та кунталла сулӑннине урайӗнчи юн кӳлленчӗкӗ пӗр енчен тепӗр енне юхать. Тӗрлӗ тӗслӗ лавӑсем, хӗрлӗ хӑмӑр тӗсрен ерипен йӑлтӑркка сарӑ тӗсе куҫаканскерсем, калама ҫук хӳхӗм. — Ку сирӗн арӑм-и? — хуллен ыйтрӑм эпӗ. — Миҫен эсир кунта? Тухӑр! — тепӗр хут кӑшкӑрчӗ вӑл. — Мӗншӗн тесен, реляцине кирлӗ пек ҫырман эсир. — Ҫапла. Ху ҫав ҫаврасене тӑрӑшса вӗреннӗшӗн эсӗ нихҫан та ӳкӗнес ҫук, мӗншӗн тесен пӗлни вӑл тӗнчере пуринчен те ытла кирлӗрех. Пӗлни вӑл ҫынна асла кӑларать, ырӑ кӑмӑллӑ тӑвать. Эсӗ ху, Томас, хӑҫан та пулин чаплӑ ҫын пулса тӑрӑн; ҫавӑн чух вара эсӗ каялла ҫаврӑнса пӑхӑн та ҫапла калӑн: ҫакӑн пек пулса тӑма мана вырсарникунхи калама ҫук ырӑ шкул пулӑшрӗ, вӑл шкула эпӗ ача чухне ҫӳренӗччӗ, ҫакӑн пек пулса тӑма мана манӑн хаклӑ учительсем пулӑшрӗҫ, вӗсем мана тӑрӑшса ӗҫлеме вӗрентрӗҫ; ҫакӑн пек пулса тӑма мана ырӑ директор пулӑшрӗ, вӑл эпӗ тӑрӑшнине ырласа, мана астуса пӑхса тӑчӗ; манӑн хамӑн библи пултӑр тата вӑл библи яланах хам ҫумра пултӑр тесе, директор мана шутсӑр хитре хуплашкаллӑ тӗлӗнмелле аван библи пачӗ; ҫакӑн пек пулса тӑмашкӑн мана тӗрӗс вӗрентсе ӳстерни пулӑшрӗ тесе калӑн. Лаша ура сассине илтсе, будкӑран, чӗресрен йӳҫсе ҫитнӗ чуста тӑкӑннӑ пек, Куприяновна тухса ӳкрӗ, аллине хуйха ӳкнӗ пек ҫупса илчӗ: — Кайрӗ-и?! Вӑл пӳрнипе сӑмси шӑтӑкне тасатса питех те лӑпкӑн тӑрать. Нивушлӗ хӗрарӑма пӗр илемӗшӗн анчах, нивушлӗ хӗрарӑм-статуйӑна юратма пулать? — тесе ыйтрӑм эпӗ хамран, хам вара, хамӑн туйӑма шансах кайман пулин те, ҫав хӗре ун чухнех юратнӑ ӗнтӗ. Вильям Томпсон хушнипе пӑлхав пуҫласа янӑ Ҫӗнӗ Зеландири ҫулпуҫсенчен Каи-Куму анчах тӑван ялне чӗрпуҫӑн тавӑрӑнчӗ. Анчах хӗҫ ҫӗкленӗ ҫын хӑех хӗҫ айне пулса пӗтет. Пысӑк та чӗрӗ куҫӗсем выляса ҫеҫ тӑраҫҫӗ. Ҫапла ҫырнӑ пулин те, халапӗ ҫав тери сарӑлса кайнӑ вара, ҫавӑнпа эпир ҫырнине кӑна ӗненме хӑнӑхман та, чӑнах та, та; хӑшне ӗненмелле ӗнтӗ пирӗн. Анчах вӑл алла кирка илсе чул стенана ватса шӑтарма тытӑннине курсан, эпӗ ӑнлантӑм та, ӑна мухтаса ыр сунмасӑр чӑтса тӑма та пултараймарӑм. Эсир, Скайльс, лайӑх йӗкӗт. Эпӗ пукан ҫине таянтӑм та чылайччен ытарайми илӗртӳллӗ туйӑмсемпе киленсе лартӑм… — Унта мӗн ҫырнине куҫарса парӑр эппин пире. Император эпӗ айӑпланакан ҫынна хӳтӗлес шутпа ҫемҫетме тивӗҫлӗ сӑлтав тесе илсе кӑтартнине ытла та киревсӗр япала, терӗ; шанӑҫа пӑсни (сӑмаха тытманни) вӑл ҫак айӑпа пушшех йывӑрлатать, тесе кӑтартрӗ. Пытармасӑрах калас пулать: эпӗ ӑна хирӗҫ нимӗн те калаймарӑм, тӗрлӗ халӑхсен тӗрлӗ йӑла ӗнтӗ, тесе ҫеҫ каласа хутӑм. Ҫавӑн чухне вара ман пит хытӑ намӑсланмалла пулчӗ. Наградӑпа наказание правительство машинине йӗркелесе пыракан икӗ тӗп пружина тесе калатпӑр пулин те, ҫак правилӑна пӗр Лилипутире ҫеҫ пурнӑҫа ҫирӗп кӗртсе пыраҫҫӗ. Финанс пайӗнчен пичетлесе хунӑ темиҫе михӗ йӑтса тухрӗҫ, вӗсене лавсем ҫине тиерӗҫ те, урапасем темиҫе минутран шоссе тӑрӑх танкӑртаттарса кайрӗҫ. Кам тӑвать ҫакна?.. Хампа хам калаҫма пуҫларӑм авӑ». — Никама та тунсӑхламан, — кула-кула каларӑм эпӗ, — сана ҫеҫ курас килетчӗ, Даша инке. — Пӗлетӗп эпӗ: эсир мана яланах «мораллӗ виҫене» йышӑнман ҫын вырӑнне шутлатӑр, — терӗ сасартӑк Николай Артемьевич. Эпӗ тӑтӑм. — Пар пӗр тенкӗ, эпӗ каятӑп… — терӗм эпӗ Валека. «Эй, Азамат, санӑн пуҫу чӗрӗ юлаймӗ, яман пулӗ санӑн пуҫна!» — теттӗм вара ӑна. Апла пулсан, ҫакӑн пек ответле: «Савнӑ Шура, сире эпӗ Воропаев сывви ҫинчен, нумай ӗҫлени тата хӑйӗн пурнӑҫӗпе ҫырлахни ҫинчен пӗлтеретӗп… — Вӑл виҫӗ тӗслӗ, — терӗ лешӗ. «Ачасем, кунта Флинт мул пытарса хӑварнӑ. Утрав ҫине анар та шырар» — терӗм эпӗ. Ну, тӑванӑм, намӑс сана! Хул айне сумка хӗстернӗ, аллине хут тӗркемӗ тытнӑ ҫамрӑк энтузиаст килнелле васканӑ. Женя турилкке ҫинчен пан улми илчӗ те кӗтеселле пӑрӑнчӗ, чӳрече патне пырса тӑчӗ, унтан аккордеон футлярне уҫрӗ: — Пӗлетӗн-и, Оля! — терӗ вӑл. Сайра хутра аса илкеле хӑв чуруна, хӗвелпе ҫуннӑ хӑв Суламифьне. — Савнийӗ ҫине сапӑррӑн кулса пӑхса, ҫапла каланӑ хӳхӗм Суламифь йывӑррӑн. Король, герцог, эпӗ сулӑ ҫине таврӑнтӑмӑр, пурте пӗрле каҫхи апат турӑмӑр, унтан, ҫур ҫӗр ҫитеспе, вӗсем пире, Джимпа иксӗмӗре, сулла юхан-шыв варнелле илсе тухса пӗр-икӗ миля хуларан анатарах анма, унтан ӑна ӑҫта та пулин пытарма хушрӗҫ. — Кам унта? — ыйтрӗ Огарнов, трусыне хӑпартса. Мӗне пӗлтерме пултарать вара ку?.. Ҫӑткӑн тискер кайӑксем хӑйсем сиккелесе хӑтланнинчен ним усси те ҫуккине курсан, ассӑн сывласа йывӑҫ айне кӗрсе выртнӑ. Ҫапах та вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пек: пӗрре вӑл мана хӑйӗн пуллине ҫуррине тыттарчӗ, пулли хӑйне валли те сахалччӗ. Мана йывӑр килсе тухнӑ чухне миҫе хут вӑл ман хута кӗрсе мана инкекрен хӑтарман-ши?! Ҫак сӑмахсене епле шӑппӑн каласан та Мэри Грант вӗсене тӗлӗрнӗ хушӑрах илтрӗ. Систермесӗр Гленарван патне ҫитсе вӑл тӗттӗм ҫӗрте тӑпраллӑ алла хыпашласа тупрӗ, ӑна чарӑнайми чуптума пуҫларӗ. Вӑл питех те тӗлӗнмелле, ӑспа шухӑшласа тупнӑ япала! Унтан галерея ӑшӗнчен ура сассисем илтӗне пуҫларӗҫ. Ӑна присяжнӑйсене параҫҫӗ. Ку кӑвар ман ӑшра сасартӑк хыпса илчӗ, анчах вӑл ҫав тери хӑватлӑ, ман ун валли сӑмах та тупӑнмасть! Юлашкинчен мана хама ыйхӑ пусрӗ, куҫсем хупӑнсах лараҫҫӗ, сисмерӗм те, ҫуртана та сӳнтермесӗрех ҫывӑрса кайнӑ. Вӑл партие пӑсни пулать! Ирландец кӗсре патне чупса ҫитнӗ те ним асӑрханса тӑмасӑрах, ун хӳри айне асап кӑтартакан япала чиксе хунӑ. Король королех пулнӑ, король арӑмӗ — Франциччӗ. Апла пулсан, акӑ сире сирӗн ҫӑлӑнӑҫӑр! Илӗр! Вара вӗсем тӑваттӑшӗ те, пӑшалӗсене ҫурӑм хыҫне ҫакса, палламан ҫынна хирӗҫ утрӗҫ. — Корчагин юлташ! Леҫник пуҫне ҫӗклерӗ. Анчах мӗн чухлӗ шырасан та ахаль кӑна пулчӗ: «Роберт! Роберт»! тесе сывлӑшалла пин-пин хутчен кӑшкӑрса янратсан та, ӑна хирӗҫ хӑйӗн сасси ян-ян янтраса ҫеҫ килет. — Хӑҫан та пуйин ыран эпӗ те яша ийетӗп те анне пек утянса каятӑп… Ох, пысӑк ҫылӑх пулать! — Чее эсӗ, ҫапах та вӑкӑртан чее мар. Хваттерте лайӑх картинкӑсем питӗ нумай. Вӑйӑсем Сунар вӗҫленчӗ. Вӑл ним те пӗлмен чухне ӑна леш тӗнчене ӑсатаҫҫӗ! Пурте каллех вырнаҫса ларчӗҫ. Вӑл ҫавнашкал ӑнӑҫуллӑ ӗҫлени ҫинчен каллех сас-чӗв сарӑлчӗ. Эпир вӑл Сибирьти крепӑҫсене салатса тӑкни ҫинчен хыпар илтӗмӗр. Часах акӑ самозванец Хусана туртса илни ҫинчен тата вӑл Мускав ҫинелле кайни ҫинчен хыпар ҫитсе, киревсӗр пӑлхавҫӑн вӑйӗ ҫукки ҫине шанса, ӑна-кӑна шухӑшламасӑр тӗлӗрсе пурӑнакан ҫар пуҫлӑхӗсене хускантарса ячӗ. «Эпӗ кунта куракан ҫынсем вара — ҫынсем те мар: вӗсенчен пӗри те мана пӗлмест тата нихӑшӗ те нихҫан та Мускавра, леш эпӗ пулнӑ обществӑра, пулма тата манӑн ӗлӗкхи пурнӑҫ ҫинчен пӗлме пултараймасть. Мӗншӗн? — Эпӗ хам пытарса тӑракан япалана сана каласа паманшӑн. — Мӗнле пурӑнатӑр, ырӑ ҫыннӑм? Дворянсене мухтамасӑр та май килмест: самантрах пурте шӑпланчӗҫ. — Гражданин, ил-ха хӑвӑн миххусене ҫул ҫинчен, кунта ҫак юлташ тӑрать, — терӗ вӑл Мотька текеннине, анчах лешӗ Павела тем тӗрлӗ ирсӗр сӑмахсемпе тавӑрса хучӗ. Павел сасартӑках шӑртланса кайрӗ. Анчах та вӑл ҫаплах-ха хӑй мӗн тунине манса кайнипе асапланатчӗ, ерипен-ерипен вӑл калаҫма, килтен тухма, ӗҫлеме тытӑнчӗ. Артамонов ҫакна сиснӗ, вӑл хӑй ҫавӑн пек пулнӑшӑн савӑнса тата та ытларах ӳсӗрӗлнӗ. Вара вӑл нӳрӗрех те сулхӑнрах курӑк ҫине ӳпне выртатчӗ те шӑппӑн йӗретчӗ, анчах ҫав куҫҫульре хурлӑх-мӗн пулман. Эпӗ кунта килнӗ чухнех вӑл ҫавӑн пекчӗ. Вӑл «тӑхӑр» секундра ура ҫине тӑнӑ вӑхӑтра Ривэра ӑна ҫапмашкӑн хатӗрленмен: Ривэрӑн тӑмалла пулнӑ чухне, судье айккинче пулнӑ пулин те, унӑн ҫулне юриех пӳлсе тӑнӑ. Эпӗ тума пултаракан ӗҫ пулсан, мӗншӗн пулӑшас мар». Ҫак тӗлӗнмелле те кӗтмен ҫӗртен пулнӑ эпизод унӑн шухӑшӗсене аркатса янӑ. — Кам пултӑн эс? Вӗсем эпӗ каялла чакассине кӗтеҫҫӗ, хӑраса ӳкӗп, теҫҫӗ… — Ил эс ӑна, — ним хумханмасӑр тавӑрчӗ Дик Сэнд. Хӗвел тухнӑ ҫӗре экспедицин ҫыннисем пурте ура ҫине тӑчӗҫ. Каламалли ним те ҫук санӑн! Полюс мар, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. «Енчен Иван Никифорович халӗ те килмесен, хам мӗн тӑвассине те пӗлместӗп ӗнтӗ, тет, эппин вӑл хурра курсах килмест, тет. Гуигнгнмсем ырӑ шухӑшлӑ пулнине вӗсем туслӑха шанни тата ыттисене ырӑ кӑмӑллӑ пулма сӗнни кӑтартса парать. Ҫак татӑклӑн каланӑ сӑмахсене илтсен, Гальмала шӑпланчӗ. Операци тӑвакан сӗтел ҫинче паращитовиднӑй парсене касса кӑларнӑ чухне, мӑя ланцетсемпе чакаланӑ кушӑра, вилӗм ӑна хӑйӗн хура ҫуначӗсемпе виҫӗ хутччен пырса перӗнчӗ. — Нигилист вӑл. Акӑ асламӑшӗ сасартӑк вӑранать те, хӑй ӑҫтине анланмасӑр, тупӑк хуппине шаккама тытӑнать, пулӑшма чӗнет, юлашкинчен, сехри хӑпнипе халтан кайса ҫитсе, каллех вилет. Приборсемпе инструментсене тӗрӗслерӗҫ. Пӳрнепе йӑкӑрласа кӑлар ӑна! — Ия, атте, вӑл тӳрех пирӗн паталла килет, — терӗ Генри, шлепкине хывса, унпа сывлӑшра сулласа. Ӗмӗчӗ ҫухалнӑ ҫын сассипе (хӗрарӑмсен ҫеҫ ун пек пулма пултарать) Горева сасартӑк:— Вӑл сире ҫырать-и? — тесе ыйтрӗ. Петькӑ та ҫакна пӗрре пӑхсах тавҫӑрса илчӗ пулас. — Итле-ха, — терӗ вӑл. Петька юриех урӑххин ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. — Летчиксен шкулне каясси пирки эсӗ аттепе калаҫса пӑхрӑн-и? Килӗшетӗр-и? Эпӗ хамӑн хуйха-суйха пурне те ним пытармасӑр ӑна каласа патӑм, вӑл салхуланчӗ. Любишкин хӑй сакӑр плуг илсе килет, эпӗ вӗсенчен ҫурма ҫулта иртсе кайрӑм. «Пилигрим» хуҫӑкӗсен тӗлӗнче океантан вӗҫсе килнӗ чарлансем ҫаврӑна та пуҫларӗҫ. Вӑл тинкерсе пӑхать пулин те ҫакна асӑрхамасть, эпир кӗнине те асӑрхамарӗ. — Хупах хуҫи хӑй те, полицин плакатне кӑларса ҫакнӑ пулсан та, шанчӑксӑр ҫын пек туйӑнать мана, — терӗ Гленарван. Куратӑн-и, ҫынсене епле пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑратнӑ? Гленарван, пирвайхи саламсемпе ҫупӑрлавсем хыҫҫӑн, Эленпа Мэрине тата Джон Мангльса экспедицин мӗнпур ӑнӑҫсӑр та ултавлӑ ӗҫӗсем ҫинчен каласа пачӗ; анчах пуринчен малтан, документсене Паганель кӑтартса панине, ҫӗнӗрен мӗнле анланмаллине пӗлчӗҫ. Вӑрман ҫулӗ ҫинче, полк Сухая Полянӑна ҫав ҫулпа килнӗччӗ, тата тепӗр пост тӑнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ кусем, ҫав пост ҫине шанса, мунчаран сайра-хутра ҫеҫ тулалла пӑхкаланӑ. Ich gab ein Hieb сылтӑма, ein Hieb сулахая, унтан пуҫӗ ҫинелле. Пӳлӗмре темле йӳҫенкӗ пӑнтӑх шӑршӑ кӗрет. Унтан Уйӑх, Венера, Марс ҫине каякан ракетӑсене, Ҫӗр ҫинчен вӗҫсе каяссипе танлаштарсан, чылай пӗчӗкрех хӑвӑртлӑх кирлӗ пулать. Эпӗ ватӑ, вилӗм ман ҫывӑхрах, ҫак икӗ хут тискер ӗҫе хам чун ҫине илме хӑю ҫитерейместӗп эпӗ. Оброк ҫине лартнӑ мужиксем вӑхӑтра укҫа тӳлесе пыман, вӑрман вӑрланӑ, хуралҫӑсем кашни каҫ пекех ферма ҫаранӗ ҫинчен лашасем хӑваласа кӗнӗ, хӑш чухне ҫапӑҫсах тытса илсе кӗнӗ; Колоритсенче кирлӗ вӑй ҫук, тата мӗн ҫук… — питӗ те шел, эпӗ ҫавна вырӑсла каласа ӑнлантараймастӑп (хӗрарӑм картинӑсене юратаканскер иккен, вӑл хӑйӗн лорнечӗпе Италири пур галерейӑсенче те пулса курнӑ). Ачасем кашни минутрах пӗр-пӗрне тӗрткелесе тӑчӗҫ, ҫав систермелле тӗрткеленисем: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ ҫакӑнта килсе кӗнӗшӗн хӗпӗртетӗн пулӗ?» — тесе ыйтнине пӗлтерчӗҫ, ҫавна кашниех ӑнланчӗ. Пӑхӑр-ха — пӗлӗтсем капланаҫҫӗ, сирӗн ҫаран ҫинче вара пӗр капан ҫук. Кун каҫа Лука Александрычпа ҫӳрени ывӑнтарнӑ ӑна, хӑлхасем тата урисем шӑнса кайнӑ унӑн, ҫитменнине тата вӑл калама ҫук выҫса ҫитнӗ. Унтан вӑл, темӗнле шухӑшлӑн та йӳрӗк-сӳрӗккӗн итлекен ҫын евӗр, ачана ҫӗклерӗ те сад витӗр гостинӑйӑн уҫӑ кантӑкӗ патнелле утрӗ. Эпӗ йӗмерӗм, анчах чӗре ҫинче темле япала чул пек йывӑррӑн выртрӗ. Манӑн старикпе уйӑрӑлса каяс килместчӗ. — Шанчӑклӑ ҫын пулман пирки ҫеҫ пӗлтермерӗм, дон Мигуэль. Хӑйӗнчен кӑшт аяларахра вӑл «Ла–5» самолёта тата ӑна ҫӳлтен атакӑлакан «фокана» курчӗ. — Апла-тӑк, сывлӑх сунатӑп!.. Ҫавӑн хыҫҫӑн ытти тупӑсене йӗркелесе ҫитерме васкарӗҫ, — вӗсене тимӗр кӑшӑлпа тепӗр хут кӑшӑллатрӗҫ, вӗренпе яваласа ҫыхрӗҫ, хӑш-пӗр туппине шалтан шӑвӑҫпа та тыттарчӗҫ. Хӑйсен намӑс-симӗсӗпе вӑхӑтлӑха килӗшӳ турӗҫ те пур чухне те пӗр шутлӑ пулман, тӗлӗнмелле пиратсем лӑпкӑн та канлӗн ҫывӑрса кайрӗҫ. Пиртен чӗрӗк мильре ҫичҫӗр пин фунт стерлинг выртать. Суккӑр ачана ҫапма юрать-и вара? — Ашшӗ епле вара? Ҫав ҫулхине ҫуркунне васкавлӑн килчӗ, пӗтӗм Фраки ҫӗршывӗ ҫӑтмах пахчи пулса тӑчӗ. Вӑл, пӗчӗк хумсем кӑларса, вӗсене кӑпӑк ҫӳҫисемпе илемлетсе, пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарса, вӗтӗ тусан пӗрчи пек вӗҫтере-вӗҫтере ярать. — Ну! Кӑшкӑрас, шав ҫӗклес тетӗп. Вӑрҫнӑ сӑмахсем пӑрлӑ ҫӑмӑр пекех тӑкӑнаҫҫӗ, хӑшпӗр самантра мана вӗсем ҫапӑҫма тытӑннӑ пекех туйӑнчӗ. — Пӳрте кӳртӗр-ха, капитан, — тесе ыйтрӗ Тӑсланкӑ Джон, мӗскӗнле сасӑпа. «Хамсӑр ӳссе ҫитӗннӗ Андрей текех эп хытӑ тыткаланине тӳссе пурӑнас ҫук пулӗ», — тесе шутланӑ Ерофей Кузьмич. Вӑл хӑй юратнине Еленӑна калани кирлӗ те марччӗ ӗнтӗ. Анжу тата Тури Пуату начальникӗсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пек курӑнма хӑтланаҫҫӗ, вӗсем тӑшмансене каҫараҫҫӗ, ирӗке кӑлараҫҫӗ, ҫавӑнпа унта ним йӗрки те ҫук. Акӑ сире! — терӗ вӑл ыттисенчен кӑшт аяккарах тӑракан мӑнтӑр, анчах та шуранка питлӗ ҫынна, ку ҫын придворнӑй марри унӑн хаклах мар тумӗнченех паллӑ, шапа хуранӗнчен тунӑ пысӑк тӳмесем лартса янӑ вӑл, — акӑ сирӗн ҫивӗч перо валли пархатарлӑ япала!» — Путать, апла пулсан, — терӗ лӑпкӑн Сучок. Тӑххӑрмӗш кругра Ривэра мӗнпур халӑха тӗлӗнтернӗ. — Ҫук эс кай-ха, кай, хӑвӑн арҫын ӗҫне ту! Асап курнӑ Христофора кӗлту. Ну, халь, кала ӗнтӗ, мӗн кирлӗ сана?» Пӗччен ялсемпе станцисенчи скваттерсемпе обывательсем те ҫавӑн пекех кӗтмен хӑрушлӑх сиксе тухасран сыхланма пуҫланӑ. Эпӗ вӑл пӗччен кайни ҫинчен пӗлтӗм те сӑх-сӑхса илтӗм, унсӑрӑн иккӗшне те пемелле пулатчӗ. Эпир пӗлетпӗр ӗнтӗ: вӑл чарӑнса тӑчӗ… — Мӗн калатӑр эсир? — кӑшкӑрса ячӗ Ковалев. Мӗн пулчӗ, Катюша, каласа пар-ха. Гусев карапӗ хӗвел пайӑркисене путсан Иха шанӑҫ пӗтнӗрен мӑклӑ чулсем ҫине ӳкрӗ. Лукиан ӑна пӑхса йӑл кулчӗ те, вӑл та терраса ҫине тухрӗ, лешӗ приказчик патнелле ҫавӑрӑнса шантарсах каларӗ: — Тӳсеймеҫҫӗ вӗсем ман сывлӑша, тӳсеймеҫҫӗ! — Ҫамрӑклӑх, хӑвах пӗлетӗн… ешӗлрех те айванрах пулнӑ, эрешлесе хӑварнӑ ҫав ӗнтӗ… Юрӗ. — Куҫа курӑнчӗ! — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, картлашкасем тӑрӑх утнӑ майӑн итлесе. Аялта, килхушшинче, такам вӑраххӑн таплаттарса утни илтӗнчӗ. Бенедикт пичче мӑкӑрӑлчӑклӑ мантикора вӗҫменнине, вырӑнтан вырӑна вӗҫсе кайса ҫеҫ ларнине, ытларах утса ҫӳренине пӗлет. Хӑшпӗр чухне вӑл эрнипех курӑнман. Иртсе кайнӑ чухне Исидора пуҫ тайса илнӗ. Пур ҫӗрсене те ҫитсе курнӑ вӑл, пур корольсем те йышӑннӑ ӑна, — калама ҫук чаплӑ ҫын! Юрать, унӑн телейне вӗсен улпучӗ лайӑххи лекнӗ, — питех хӗсӗрлеместчӗ. Анчах вӑрмантан та, юханшывран та, ҫӗртен те, тӳперен те, кашни пӗлӗт татӑкӗнчен те, кашни курӑкран та эпӗ телей илесшӗн, телей кӗтетӗп, пуринчен те вӑл ҫывхарнине, вӑл чӗнсе каланине илтетӗп. Анчах мӗне тӑччӑр-ха ҫав хумсем, е ҫыран хӗррине тухиччен: машинӑмӑра сехет ытла силлентерсе тӑни те темӗн чухлӗ ҫӗнӗрен ҫӗнӗ тертленӳ те пӑшӑрхану Информбюрон черетлӗ хыпарӗнче: «Пирӗн пӗр самолет хӑй базине таврӑнман» тесе пӗлтернипе танлаштарсан, мӗне тӑччӑр-ха пирӗн асапсем? … Ӑҫта-ха вӑл сирӗн? Ҫапла каланӑ-и эпӗ? Кунсем пурте пӗр пек пуҫланнӑ. Каллех темиҫе секунда хушши пит шӑп пулса тӑчӗ. Урампа тепӗр жид килетчӗ, вӑл та чарӑнчӗ, лешсемпе калаҫма тытӑнчӗ. — А-а! — терӗ хуҫа, мӑйӑхне хура пӳрнисемпе шӑлса. Пароход ӑна, сыснана сӗтӗрнӗ пекех, сӗтӗрсе пырать, буксирӗ пушанса шыв ҫине ҫатлаттарать, унтан каллех шыв тумламӗсем шӑпӑртаттарса карӑнса каять те баржӑна сӑмсинчен туртать. Анчах мӗн ҫинчен ӗҫ пынине эпӗ часах тавҫӑрса илтӗм. Тен, пуҫӗ те ҫурӑлӗ, — мӗн тӑвас? — Чӗнсем ҫаплах юлӗҫ. Эпӗ сире ун пек сӑмахсем калаҫма пӑрахма ыйтатӑп. Игнат ӑҫтине пӗлетӗн-и? Эпӗ темӗн пекех чӑтаймасӑр кӗтсе тӑтӑм. Мӗнле ирттерсе ямалла-ши ҫавӑн чухлӗ вӑхӑта тата епле тӳсмелле-ши ку шӑрӑха? Хӑвӑн аннӳн табак ашшӗне-и? — терӗ. Тен, манӑн сан хваттерне кӗмелле те пулман? — Мӗн эсир, ачасем, ӑсран тайӑлмарӑр пулӗ-ҫке? — Хӑвӑртрах вӑрмана кӗрер! — кӑшкӑрса ячӗ Бак. Тата темиҫе минутран каллех тепӗр ушкӑн ҫамрӑксем кӗчӗҫ, ҫамрӑксем хушшинче Юренева та пур. Вӑл ҫаплах-ха алӑк патӗнче пӗр сывламасӑр хытса тӑрать. Эпӗ Лушин Нескучнӑйра кӑшкӑрса янине аса илтӗм… Зинаида манпа тӗрлӗ вӑхӑтра тӗрлӗ пулнине аса илтӗм. — Эх, Андрюха, Андрюха! — йывӑррӑн сывласа илчӗ те Ерофей Кузьмич, чикарккине пӑрахса, лаши патнелле утрӗ. Вӑрҫа эсир кӑҫалах пӗтерме хатӗрленетӗр вӗт-ха, фашизм арканӗ, — эпӗ ҫапла ӑнланатӑп… — Мӗншӗн? Пӗрре прачка Палашка, мӑнтӑр та шатра питлӗ хӗр, тата ӗне пӑхакан Кулине, хӑрах куҫлӑскер, пӗрле шут туса, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах анне ури умне ӳкнӗ те, хӑйсем ҫирӗп тӑма пултараймасӑр айӑпа кӗнӗшӗн ӳкӗнсе, хӑйсене мусье илӗртсе улталани ҫинчен йӗре-йӗре каласа панӑ. Анне ун пек ӗҫсене юратмастчӗ, вӑл тӳрех аттене пӗлтернӗ. Аттен ун пек чухне сӑмах-юмахӗ кӗскеччӗ. Ҫавӑнтах вӑл каналья-француза хӑй патне чӗнтерет. — Выльӑх вӑл выльӑхах, этемшӗн хӑйне уйрӑм саккунсем пур. Тӗнче уҫлӑхӗнче питӗ нумай чулсемпе тусан пӗрчисем вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ; хӑшпӗр чухне вӗсем ванса пӗтнӗ ҫӑлтӑр юлашкисем кӑна… Вӑл хуҫипе калаҫса пӑхма кайрӗ те унпа пӗрлех каялла килчӗ. Унӑн хӑйне хупӑрласа тӑракан уҫӑмсӑр шухӑшсенчен хӑтӑлма, тӗрлӗ артистсенчен, шкул ачисенчен тата темле черногорецсенчен уйрӑлса ыттисем пек пулма вӑхӑчӗ ҫитнӗ. Юрать-ха пирӗн Паганель тусӑмӑр, ӑна пӗр шухӑш сасартӑк ҫупӑрланӑ та, пирӗн йӑнӑша ӑнланчӗ. Прилив ҫитсен, мӗнпур командӑна каната ярса тытма, унтан харӑссӑн туртма приказ пар. Шкуна вара ӑшӑх вырӑнтан хӑех, ҫамрӑк пике пек, ишсе кайӗ. Ун чухне вара… унӑн телейӗ пысӑкрах пулсан ун чухне? Акулина хӑйӗн шухӑшне лайӑхрах ҫавӑрса калама часах хӑнӑхса ҫитнӗ, унӑн ӑсӗ-тӑнӗ паллӑнах ӳссе ҫитӗнсе пынӑ. — Олеся, турӑ пул, кирлӗ мар… ан тав мана, — ӳкӗтлерӗм эпӗ, ун аллисене вӗҫертесшӗн тӑрӑшса. Акӑ мӗнле телей вӗт! — Ну юрӗ, Том, ху пӗлнӗ пек ту эппин; ҫапах та манӑн канаша итлес тетӗн пулсан, ҫивиттине кантра ҫинчен кивҫен илмелле. Кораблев ирӗксӗрех ман енне пӑхса илчӗ, портьера шӑтӑкӗ витӗр эпӗ те ун ҫине пӑхрӑм. Джемма нимӗн илтмен пулсан та, вӗсем пӳлӗмре вилнӗ ҫын пур пекех шӑппӑн калаҫрӗҫ. Темиҫе минут хушши пӗри те нимӗн те чӗнмерӗҫ. Вунӑ эрнене яхӑн вӑхӑт иртсен, эпӗ хам хуҫа паракан ыйтусенчен чылайӑшне ӑнланакан пултӑм, виҫӗ уйӑхран вара унӑн ыйтӑвӗсене хирӗҫ аванах ответ пама пултартӑм. Нимӗҫсенчен, эс, тӑванӑм, шуҫса тарнӑ, анчах та вилӗмрен… Вара боец сасартӑк куҫӗсене кӑшт уҫрӗ те вӑйсӑр сасӑпа:— Ӗҫес килет! — терӗ. Унтан паром курӑнчӗ; анаталла айккӑн ишсе, эпӗ юханшыв варрине тухрӑм, унтан, хам паром ҫинчен курӑнми пулсан, каялла ҫаврӑнса пӑхрӑм: вӗсем пӑрахут ҫумӗнче кускалаҫҫӗ, Гукер мисс ӳтне тупасшӑн ӗнтӗ — Хорнбэк куккӑшӗ ӑна кӑтартма ыйтасса капитан ӑнланать. Кӗҫех шырав вӗҫленчӗ, паром ҫыраналла ҫул тытрӗ, эпӗ вара кӗсменсемпе май килнӗ таран вӑйлӑнрах авӑсма пуҫларӑм та анаталла ҫӗмрен пек вӗҫтертӗм. Хӗрнӗ тимӗрпе ҫуннӑ кӑмрӑкӑн кӑвасак-йӳҫӗ шӑрши, сунтал янӑрани, кивелсе кайнӑ вӗркӗч вӑйсӑр чӗриклетсе хашлатни ӑна чӗтреве ӳкерчӗ. Пичкине эрех ҫур пинтӑран ытла шӑнӑҫмасть пулӗ. Эпӗ ӑна пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑр ӗҫсе ятӑм. Эрехӗ йӑваш бургундски эрех пекрехчӗ, анчах тути унран тутлӑрахчӗ. Лаша тата темиҫе утӑмранах кӗтӳне ҫитме пултарнӑ. Эпӗ ӑна хам астунӑ таран чи паха апат-ҫимӗҫсемпе вӗсене мӗнле майпа хатӗрленисем ҫинчен каласа патӑм. Ҫав апатсем ҫине ямалли тӗрлӗ ҫимӗҫсем, ӗҫмелли хаклӑ эрехсем тата ҫырткаламалли тӗрлӗ япаласем илме тӗнчери пур ҫӗршывсене те карапсем яма тивни ҫинчен каласа ӑнлантартӑм. Пурте тӗлӗнсе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Джон Мангльс ҫапла калаҫма пикенчӗ-тӗк, ӗҫсем вара чӑнах та хӑрушӑ пулмалла. Пӗр ҫын та тухса каймалла мар пултӑр тесе, вӑл хӑйӗн батальонӗсене таччӑн тӑратса, замока хупӑрласа тӑракан вырӑна тата ытларах пӗчӗклетнӗ. Ун хыҫӗнче такам ури сасси илтӗнчӗ. — Мӗн атте? — Мура кайтӑр хӗстернӗ сывлӑш! — ахӑлтатма чарӑнмасӑр, каллех кӑшкӑрчӗ Христофор атте. «Фектюшка, манӑн сенкер ҫуттӑм! Кӗҫӗр, тӗттӗм пулса ҫитсен, эпӗ картиш хыҫне пырӑп. Ман хӳшӗ, тӗрӗсрех каласан, ман хакале — пирӗн таврашри кил-ҫуртсенчен чи паллӑ мар кил-ҫурт пулать. Вӑл леш… Леш мӗн пек… Ку ҫыру урӑх кирлӗ мар — ӑна адреслесе янӑ ҫынӗ ӗнтӗ поселокра ҫук, тата вӑл ҫывӑхра та ниҫта та ҫук. Эпӗ тӳрех Редрифа кайрӑм. — Калӑн-и? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ тухтӑр. Ҫумӑр кирлӗ-ҫке, ҫумӑр ҫусанах кубанка калчи, чӑшӑлах шӑтса тухса, хура курӑнакан пусӑна ешӗл кӗҫҫепе витсе хунӑ пулӗччӗ. Йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ ун ҫине пӑхса пыма, вӗҫсӗрех вӑл кӳмерен аяккалла тарать, ун патне нихӑҫан та ҫитессӗн туйӑнмасть. — Мӗн пӗр пек-и? Амӑшӗ ҫакӑн пек пурнӑҫа, вӑл шиклӗ пулсан та, юратма май пуррине ӑнланчӗ, вара, ассӑн сывласа, каялла хӑй пурнӑҫӗн пӗр пек тӗттӗм те ансӑр тӑрӑхпа тӑсӑлакан кун-ҫулӗ пирки шухӑшларӗ. Акӑ, сывпуллашса уйрӑлӑпӑр та, ун чух вара, — чӑнах та хӗрхенетӗн пулсан, — хурлан!.. — Бум! Ҫавӑн пек хыпарсене илтсен, Оксана нимӗнле мар пулса кайнӑ. Переперчиха хӑй куҫӗпе курнине те, хӗрарӑмсем сӳпӗлтетнине те ӗненсех кайман вӑл. Ӳсӗрсем, городовойсем тата «уҫӑлса ҫӳрекен» хӗрсем кансӗрлетчӗҫ; инҫетри урамсенче вара, чӳречесем питех шӑнса ларман пулсан тата вӗсене шалтан карман пулсан, аялти хутсенчи чӳречесем витӗр пӑхма пулатчӗ. — Килте ҫук, тин анчах тухса кайрӗ, — ответлерӗ тарҫӑ. Ерофей Кузьмич калинккерен аяккарах пӑрӑнчӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ суд иккӗленсе тӑман, доктор Давид Матье свидетель показанине хисепе илмен вӑл, мӗншӗн тесен вӑл этем кӑна, 64-мӗш номерлӗ полицейски показанине кӑна хисепе илнӗ, мӗншӗн тесен вӑл таса идея, судьясем патне ӑна турӑ хӑй янӑ тейӗн, турӑ янӑ ҫутӑ пайӑрки тейӗн ӑна. — Пит те кӑмӑла каять! — чунтанах ответ патӑм эпӗ. — Мистер Кольхаун, эсир ҫамрӑк леди ҫинчен мӗн те пулин пӗлетӗр-и? — хӑй пекле мар пит чӗррӗн ыйтнӑ ватӑ сунарҫӑ. Эпир станцӑ патне ҫывхарса пытӑмӑр. Ҫавӑн пек алла лекнӗскерне вӗҫертет-и вӑл? Манӑн нервӑсем лӑпланчӗҫ. Старик, ҫак кулла пулӑ, ҫӳҫенсе кайнӑ, пӗтӗм тӑлпӗвӗпе кӑшт ҫеҫ палӑрмалла туртӑнса илнӗ. — Ман ӗҫсем ҫинчен эсир пӗлнӗ пирки эпӗ пӗртте пӑшӑрханмастӑп, урӑххисем ҫеҫ ан пӗлччӗр. Ҫав тери ыратнипе тата ку кӗтмен ҫӗртен пулнипе — ха та пӗлместӗп, шухӑшласах-и, е нимӗн пӗлмесӗрех-и, — икӗ курока та пусрӑм. — Мӗн вара? Манпа юраса пурӑнас килсен — Дарья Куприяновна тесе чӗн мана, вара бригадӑра нихҫан та выҫа ҫӳремӗн! Турӑ хушмасан, сысна ҫисех ярас ҫук. — Епле касаҫҫӗ? Тен, пама пултаратӑр?» тет. Вӑл мана ҫыру тыттарчӗ. Нагульнов вара, ятарласа ҫакӑншӑн ҫеҫ килнӗ пек, сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ. Саша вӑранатчӗ те нӑйкӑшатчӗ: — Мӗн ҫӗмӗрлен эсӗ? Вӑл выртмӑш патне таврӑнчӗ те Аэлита ӳчӗ ҫине ӳкрӗ, ӑна ыталарӗ. Каҫ енне мана йывӑрлӑх пушшех хытӑ пусса лартрӗ. Кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче хам валли квас тултарнӑ чух эпӗ графина ӳкертӗм те сӗтел ҫиттине вараларӑм. Ҫавӑн пек чухне вара яка ҫӗр ҫийӗпе ӗмӗлке чупса кайсан, лашасемпе юланутҫӑсем пӑртак чӗрӗлнӗ пек пулса, хӗвеланӑҫ ҫилӗ хӑвалакан сулхӑнран юласшӑн мар васкаҫҫӗ. Эх, пӗлсенччӗ эсӗ, мӗнле хитре маррисем пур вӗсен хушшинче! Пӗри, пӳртре тытман йытӑ, армак-чармакскер, ҫав тери тӑнсӑр, сӑнӗнчен пӑхсан та тӑнсӑрри курӑнса тӑрать, хӑй пырать вара урампа пуҫне каҫӑртса, ун ҫине пурте пӑхаҫҫӗ тет пулас. Пӗлетӗр-и, эпӗ… — Мӗн? Хуҫалӑха лайӑх йӗркелесе тытса пырсан, вӑл пилӗк пин е ултӑ пин тупӑш пама пултарать, памалла та… Тав турра — унта ларма юрӑхлӑ пулӑп! — терӗ амӑшӗ, ассӑн сывласа. — Унта вӗсем темӗн чухлӗ тупӑнӗҫ. Амӑшӗ хӑйӗн ачисене палласа илчӗ. Ҫак ухмах мӗншӗн Огнянова «Руссиан» тесе чӗннине никам та йӗркеллӗн пӗлмест. Вӑхӑт ӗнтӗ!» тесе каласшӑн пулнӑ пек туйӑннӑ пулсан та, ҫавӑн пирки темле именнӗ пек пулма тивнӗ пулсан та, пӗтӗмӗшпе илсен, ӗҫсем начарах пыман. Ҫакӑн пек туйӑм пулнӑ сехетсенче ӑна фабрикӑра уншӑн, хӑйӗншӗн, темле хӑрушӑ япала пур пек, вӑл куҫа курӑнми йӑсӑрланса, тӗтӗмленсе тӑнӑ пек сисӗннӗ. Шкап хыҫӗнче ларакан Павел вӗсене курмасть, анчах пӗрин сассине уйӑрса илет. — Кунта мар. Вӗсем аякрахри сеттльментсенчен килнӗ ҫынсем тата ӗнер килте пулман сунарҫӑсем пулнӑ. — Ҫӗр тенкӗрен тӑватҫӗр пулчӗ, — пӑшӑлтатрӗ Ромашка. Эпӗ сана, хӑнчӑр куҫлӑ шуйттана, пӗр самантрах куҫусене майлаштарса лартса ярӑп! Ӗнсӳ ҫине ҫавӑрса лартӑп та хӑвна кутӑн утма вӗрентӗп! Демка йӗрӗнчеклӗн лачлаттарса сурчӗ. Эсир ӑна халӗ эпӗ хам алран чӗррӗн кӑларса яратӑп тесе шутлатӑр-и? — Эпӗ пӗлетӗп! Хӗрарӑмсем ҫухӑра-ҫухӑра хӗвӗшеҫҫӗ. Вӗсем ҫуртри кӑпӑр-капӑрсене, кӗпе-йӗмсене ҫӑлма васкаҫҫӗ, ачисем ҫурт мӗнле ҫуннине пӑхса сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Ухтищев, хӑйӗн дами ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑскер, питне-куҫне ирӗлтерсе, юрлакансене каҫса кайсах итленӗ. — Ку ниме те пӗлтермест, — терӗ Эмиль ачашланса. — Виҫ-тӑватӑ кунтанах е виҫ-тӑватӑ сехетренех те иртсе кайма пултарать пулӗ, тен. Колхозсенче пурӑнатчӗҫ, хӑйсем ҫапах та, кашкӑрсем пек, вӑрманаллах пӑхатчӗҫ… Тӗп ҫурчӗ, хӑйӗн шалти картишӗсемпе, сарлака плошадьре ларать; площачӗ тавралла икӗ фут ҫӳлӗш хӳме ҫавӑрнӑ. Аппарат малаллах шаккать, анчах шухӑш, пӗлсе тӑракан ят тӗлне ӑнсӑртран пырса перӗннипе, каялла ҫавӑрӑнчӗ. Эль-Койот сӑнӗнче мӗн палӑрни ҫав тери хӑратса ячӗ ӑна. Ҫамрӑк хӗрарӑм пуҫне лаштах усрӗ, куҫӗнчен куҫҫулӗ тумласа анчӗ. Ку кимӗ ҫинче ҫирӗм салтак, ун хыҫҫӑн тата пилӗк пысӑк кимӗ ишрӗҫ. Хохол патне асӑрханса ҫӳрекен ҫынсем пыратчӗҫ, вӗсемпе пӗрле вӑл чердак ҫине — ман пӳлӗме каятчӗ те, унта сехечӗ-сехечӗпе ларатчӗ. Час-часах вӗсем куреньри ытти юлташӗсемпе пӗрле, тепӗр чухне пӗтӗм куреньпе тата кӳршӗллӗ куреньсемпе, ҫеҫенхире, унти шутсӑр йышлӑ вӗҫӗн-кайӑксене, пӑлансемпе качакасене пеме туха-туха кӗреҫҫӗ е шӑпапа кашни курене валеҫсе панӑ кӳлӗсем, юханшывсемпе ҫырма кукӑрӗсем патне кайса тетелсем ярса тата сӗрекепе сӗрсе хӑйсен пӗтӗм курение тӑрантарма темӗн чул пула йӑтаҫҫӗ. Килти вак-тӗвек ӗҫсене вӗсем иккӗш те чӗнмесӗр тӑваҫҫӗ, хӑйсем патне килсе кӗнӗ ҫынсем мӗн тунине асӑрхасах каймаҫҫӗ. Аҫу, хутла пӗлменскер, сан чӗрне хурине те тӑмасть тесе шутлатӑн пуль-ха? Унӑн пӳрнисем Павелӑн аллине сӗртӗнчӗҫ. — Вӗсене хыҫалтан хӑвалакан пур, — терӗ Морис, хӑраса кайнӑ выльӑхсене курсан. Унтан сасартӑк, иртнӗ вӑхӑтри пек хӑраса, Петр Артамонов хӑй каллех тарӑн ҫырма хӗррипе утса пынине, ҫитес минутрах унта ӳкме пултарнине туйрӗ. Кукӑле минтер ҫитти ӑшне хутӑм, ванмасть-и тесе, тепӗр хут пӑхнине те астӑватӑп-ха. Тен, туйнӑ та пуль ҫав хам чирлесе ӳкессе. Тем пек ӗҫес килетчӗ, темиҫе хутчен те хама базар пӗтрӗ ӗнтӗ тесе ӗнентерме пӑхрӑм — тата ҫур сехет тӑрам та столовӑя кӗрсе пӗр стакан чейшӗн курткӑма парса тухас тесеттӗм. Анӑратса пӑрахасла кӑшкӑрса, малалла урнӑ пекех ыткӑнчӗҫ салтаксем Ромашов хыҫҫӑн. Йӑлт хутӑшса, тӗтӗмпе пӑтрашӑнса кайрӗ вара мӗнпурӗ, темле тӗпсӗр шӑтӑкалла кустара пачӗ. Сӗтел умӗнче ларакан Озеров ура ҫине тӑчӗ. Мӗн ӑна каялла ҫавӑрса килнӗ-ши? Юлашкинчен, уҫӑ чӳрече витӗр Алексей хӑлхине хаяррӑн каланӑ сӑмахсем пырса кӗчӗҫ. Унтан алӑкран тарласа кайнӑ Бурназян сирпӗнсе тухрӗ. «Фон» ҫинчен эпӗ пин хут та шухӑшласа пӑхрӑм. Пӗр-пӗр усал ал айӗнчен тӗртсе те хӗтӗртсе тӑнӑ пекех, Чубӑн тимӗрҫе хирӗҫ мӗн те пулин каласах килет ӗнтӗ. Тепӗр чухне вӗсем, пӗр-пӗрне ыталаса, чӳрече умне пырса лараҫҫӗ те, садри тутлӑ шӑршӑсене сывласа, пӗр-пӗрне нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пӗрер сехетрен пурте тӗлӗрме тытӑнчӗҫ — кам кресло ҫинчех, кам хӑйӗн пӳлӗмӗнче — вара пушшех кичем пулса кайрӗ. Хуравламасть, каять… Лайӑх френч тӑхӑннӑ, темӗн чухлӗ шерепе-шерепе чӗн ҫакса янӑ портупейне хулпуҫҫи урлӑ ҫакнӑ илемлӗ Чужанин, ҫатӑртатса пыракан атӑ тӑхӑннӑскер, Тоньӑна хул айӗнчен тытса, темӗн ҫинчен каласа пырать. — Апла… Вӑрман тӑрринче темӗн чухлӗ кайӑк пӑр! та пӑр! вӗҫет. Вӑрман тӑрӑх мӗнле пулсан та хӑвӑртрах, шӑпрах пырас текен ҫынсем, паллах, вӗсене тытма шутламаннине тавҫӑрса илме йывӑрах мар. Вӗтлӗхре те хӑрамалли ҫук теме юрамасть, тӗрӗк сунарҫисем пӗр май ҫакӑнта явӑнса ҫӳреҫҫӗ, пурте вӗсем — чӑн хурахсем. Давыдов хӑй кирлӗ мар ҫӗртен мӗншӗн кулнин сӑлтавне ӑнлантарса пама тӑчӗ: — Ҫук, ахалех, ҫав учительница ҫинчен пӗр ниме тӑман япала аса илтӗм… — Пӗлместӗп, кайран. Павел Петрович комод ҫинчен Масальскин «Стрельцы» ятлӑ ҫулланса пӗтнӗ сапаланчӑк томне илчӗ те, темиҫе страница уҫса хучӗ… Хӑй ҫак кунсенче епле пӗччен те тӑлӑххӑн пулнине манма пултараймарӗ вӑл. Кукаҫей кукамайӑн кацавейкипе, сӑмсасӑр кивӗ картуспа, куҫӗсене хӗссе пӑхать, темшӗн кулкалса илет, йӑпшӑнса утнӑ пек, ҫинҫе урисене хуллен пусса утса пырать. Ҫил-тӑман ҫӗр каҫах уласа шавларӗ. Ҫӗр каҫах кӑмакара вутӑ ҫунчӗ пулин те, ҫынсем вара витмеллех шӑнса кӳтрӗҫ. Яшӑн ӳтне ытла хытӑ амантса пӗтернӗ пулин те, эпӗ ӑна тата ытларах амантма парас ҫукчӗ. Сӑмах панӑ, укҫа илнӗ, каялла кайма ҫул ҫук. — Пӗлместӗп, турри мана темле ҫӑлса хӑварчӗ, — терӗ малалла Ерофей Кузьмич, Лозневой мӗн каланине итлемесӗр, вара хӑй хальтерех кӑна чӑтса ирттернине астуса илнӗ пек пулса, куҫӗсене хупрӗ те сухалне хурлӑхлӑн силлентерсе илчӗ. «Юрӗ, — тесе шухӑшларӑм хам ӑшӑмра, — пӗтӗм ӗмӗрлӗхе акӑ ӑҫта юлсан авантарахчӗ пирӗншӗн, — терӗм. — Ҫак больница темӗн пек пысӑк пулин те, ҫавах та вӑл Лиденброк профессорӑн пӗтӗм ӑссӑрлӑхне шӑнӑҫтарма тӑвӑртарах пулмалла. Унӑн хӑйӗн Сталин патӗнче пулас килчӗ, вӑл ӗнтӗ нимӗн те пӑтраштарса яман, нимӗн те пытарса хӑварман пулӗччӗ. — … штурмовщинӑшӑн кӑштах ятларӗ, унтан ҫынсем ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ: мӗнле ҫынсем кунта пирӗн, епле ӗҫлеҫҫӗ. — Ырӑ пулӑр! Кролик юратӑвӗ! Хутора янӑ ҫынпа Варламов мӗнле калаҫни тата саламатне вӑл епле сулса яни пӗтӗм лавҫӑ кӑмӑл-туйӑмне йывӑррӑн пусӑрӑнтарса лартрӗ. Никам та чӗнмерӗ, кулкаламарӗ. Проповедник яланхи пекех ҫынсем пӗр-пӗрне тӑван пек юратмалли ҫинчен тата ҫавнашкал уни-куни ҫинчен вӗрентет, итлеме ҫав тери кичем. «Лайӑх вӗрентӳ, — тесе калаҫса пыраҫҫӗ киле таврӑннӑ чух пурте, — турра ӗненмелле», — теҫҫӗ. Ырӑ ӗҫсем тумалли ҫинчен, шӑпа пӳрни ҫинчен тата темтепӗр калаҫаҫҫӗ, ҫакнашкал кичем вырсарникун манӑн пурнӑҫра нихҫан та пулман. Ҫӑлран ҫич-сакӑр утӑмри тинӗс шывӗнчен тытса килнӗ пулла темиҫе минут хушшинчех ҫав чут ҫеҫ вӗремен шывра пӗҫерсе ҫиме пулать. Ку апат, Исланди апачӗ мар, Дани апачӗ анчах, вӑл нимӗнпех те чаплӑ пулмасан та, пирӗн кил хуҫи Дани ҫыннинчен ытла Исланди ҫынни пулнипе, авалхи йӑлапа пире чи мала хурса хӑна турӗ. Ял Советне кӗмелли алӑк ҫине вӑл тепӗр ҫӑра ҫакрӗ, вара крыльца умӗнче кӗтсе тӑракан Нагульнова — сассинче унӑн йӑлӑнса ыйтни палӑрчӗ — ҫапла каларӗ: — Виҫӗ талӑк тытса усратӑп эпӗ вӗсене кунта, ытларах вара — пултараймастӑп, Макар. Тавралӑх сӗм тӗттӗм-ха. Паллӑ: хӗрсем — хӑйма, арӑмсем сӗт; арӑмсем — ҫывӑхра, хӗрсем — аякра… апла пулсан, ытах унсӑрӑн чӑтаймасан, кай та Сонька патне, тӳрех кала: апла та капла, те… Ҫав кукӑле тата сана турилккепе мар, мӗнле те пулин тарӑн тирӗкпе парсан пушшех те лайӑхрах пулать, кашӑка вылятма вырӑн ытларах пултӑр!» — Кӗнекесем вуланипе пирӗн патӑрта ҫуркуннехи пекех, шалти рамӑсене кӑларсан, пирвайхи хут чӳречесем уҫса янӑ пекех пулса тӑчӗ, — терӗ пӗрре Ситанов. Кам та пулин урӑх ҫын, ҫамрӑк та йӑрӑ ҫын хыҫҫӑн хӑваласчӗ хуть, эпӗ айккинче пӑхса тӑнӑ пулӑттӑм, атту тӗлӗкре те ыттисемшӗн манӑнах тӳсме тивет! Вӑл Орлеанра ҫуралнӑ, унӑн ашшӗ-амӑшӗ французсем пулнӑ, вара вӑл барабанщик пулса Наполеонпа пӗрле Российӑна ҫӗнтерсе илме тухса кайнӑ. Перекоп ҫӗршер орудисен сассипе кӗрлесе тӑнӑ. «Ҫапла вара, секретарь сирӗнпе туслӑ пулнине пула, ик енне те килӗштерекен май тупрӗҫ. Давыдов Нестеренко аллине хытӑ хӗссе лартрӗ, пӑлханнипе ҫыхӑнусӑр: — Спаҫҫибӑ сана юлташла, мӗнле каламалла… Иха «Ҫӑлтӑр ҫутинчен ҫуралнӑскертен» мӗн юлнине ҫыхха пуҫтарчӗ. Пирӗн хуҫа, мастерскойне картла выляса ячӗ те, пире тӑватӑ уйӑхшӑн пӗр пус тӳлемесӗр, таҫта тухса тарчӗ. — Эсӗ хӑвна ху ухмах тесе шутлатӑн-им? — тӗксе илчӗ Куприяновна. — Турӑ мӗнле тӳре тӑвасса ӑҫтан пӗлччӗр-ха этемсем? — шухӑша кайса ыйтнӑ Фома. Анчах нумаях та вӑхӑт иртмерӗ, сывлӑм пӑсланса пӗтрӗ, сывлӑш хытса ларчӗ, вара улталаннӑ ҫеҫенхир каллех хӑйӗн утӑ уйӑхӗнчи юлхавлӑ кичем тумтирӗпе витӗнчӗ. Куратӑр ӗнтӗ, эпӗ сире пӗтӗмпех уҫҫӑн каласа паратӑп. Укҫа тӳленӗ хыҫҫӑн шинельсем тӑхӑнма тытӑнсан, Дубков Дмитрие ҫапла каларӗ: — Ну, Орестпа Пилад ӑҫта кайма шутлаҫҫӗ? — Астӑвӑр эппин — малтан Муратов патне каятӑр, асатте ҫинчен ыйтатӑр… Вӑл ӗҫ ытла майӗпен пынинчен ҫеҫ тӗлӗнчӗ, хӑй Чартков портрета икӗ хутра туса пӗтерет тенине илтни ҫинчен пӗлтерчӗ. Ӑна никам та чӗнмен. Вӑл, унчченех тарӑхнӑскер, халь ӗнтӗ, хӑй юратнӑ ҫын, хӑй патӗнче ӗнтӗ 12 ҫул хушши пурӑнакан Никита хӑр-хар тунине илтсе, ҫиллине палӑртмасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Айккинче тӑрса юлнӑ ҫӗр-шывсемпе хуласене тепӗр хут пӑхӑнтараҫҫӗ. Питҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ, ӗлӗк хӗҫпе каснӑран юлнӑ йӗрсем ӑна чаплӑлатаҫҫӗ кӑна. Огнянов мӗн калани ҫырлахтармарӗ пулас. «Мересьев, старший лейтенант», тетӗп. Володя таврӑнать. — Карчӑк, тӑр! Ҫулла кӑна пулать вӑл унта, тинӗс ваннипе сипленет. Вӑл темӗн ҫинчен нумайччен ӑнлантарнӑ, унтан команда панӑ: «раз… два… три!» — Тӑхтасан, мӗн усси пур? — тесе чарса хучӗ ӑна Кассий Кольхаун хытӑ сасӑпа. Кунсеренех ҫанталӑкӗ пӑсӑлса пынӑ. Каҫӗ тата, юри тенӗ пекех, ҫав тери илемлӗ, ӑшӑ! — Давыдов пысӑк мар сарӑрах кӗнекен страницине кӗтесрен хуҫлатса хучӗ, шухӑша кайнӑн йӑл кулса илчӗ. Тулашри вӑрҫӑ вӑл чавсана шӑйӑрса кӑвакартни ҫеҫ; граждан вӑрҫи вара — чи усал япала, вӑл пӗтӗм ӑшчике хавшатать. Нумаях пулмасть Тая хӗрарӑм пайӗ чи малтан панӑ делегатка карточкине савӑнса кӑтартрӗ мана. Эпир ҫавсене пӳртрен хӑваласа кӑларма тапратрӑмӑр… Ну, ӑслӑ хӗр пул ӗнтӗ. Унӑн сӑнӗ телейлӗн курӑнать. Перу ҫӗршывӗн чи кӑнтӑрти, ҫын сахал пурӑнакан, ҫеҫенхирпе чикӗленекен провинцийӗ мар-ши ку? — Пӗлме пултараймастӑп, кайса пӑхам-ха. Унта вӑл, хӑй ухмах пулмасан, апатне те лайӑхрах ҫийӗ, ӑшӑнасса та ӑшӑнӗ — е кӑмака умӗнче, е Одарка ҫумӗнче. Урамсенче халӑх туллиех, пурте шуйханнӑ пулас, ӗҫ мӗнле пулнине кала-кала параҫҫӗ: кашни каласа паракан ҫын патӗнче темӗн чухлӗ ҫын мӑйне тӑсса итлесе тӑрать. Вӗсем аллисене шлепкене чиксе ярасшӑн, княжна ӑна, ҫӳлерех ҫӗклесе, хытӑ силлет. Мана пуринчен ытла ҫурхипе хӗллехи каҫсене пӗччен иртересси йывӑрччӗ. Гекльберри шӑла ҫавӑркаласа пӑхрӗ. Виҫӗ лимона вӑрласа кайрӗҫ. Тем те курнӑ, теме те тӳссе ирттернӗ тӑшман аллине ҫакланнӑ мӗскӗн чунсем православи тӗнне пӑрахас марришӗн. Володя, хӑй ҫирӗп кӑмӑллӑ пулин те, лаша ҫине кӑшт шикленерех утланчӗ те темиҫе хут:— Йӑваш-и вӑл? — тесе ыйтрӗ, ӑна тӑтӑшах лӑпкарӗ. — Ҫапла пек курӑнать. Анчах ку питех те тӗлӗнмелле япала. Астӑватӑр-и эсир, Фабрицци патӗнче Дюпре экспедицийӗ ӑна мӗнле халлӗн тупса, хӑй патне илни ҫинчен каласа пачӗҫ. Амӑшӗ йӑл кулса илчӗ. Унчченхи кок Оклендра карап ҫинчен тӑрсан, Негоро Халл капитана пулӑшма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах: та сенкер раксене вара — кӑна ачасем те лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ — шӑршланнӑ ашпа ҫеҫ тытма пулать. — Э-эх эс те ҫав! — ассӑн сывласа каланӑ старик, хӗрӗн сӑмахне пӳлсе. — Эсӗ агроном пулнӑ ҫӗре культурӑлатман вырӑн пачах хӑвармӗ, вара сан валли ӗҫ те пулмасть. — Ну, мӗнле? — тесе ыйтнӑ Ваҫили Андрейч, Миките ҫуна патне пырса тӑрсан. Ун чух сентябрь уйӑхӗччӗ, — ту енчен ҫил вӗрет, сӑнсӑр кӑвак Атӑл ҫинче хумсем хаяррӑн сиккелеҫҫӗ, ҫил вӗсен тӑррисене урнӑ пек татса шыв ҫине ҫумӑр ҫутарса тӑрать. Вӑхӑт ир-ха — анчах унӑн пуҫӗ тӳсме ҫук ыратать, пуҫ мими сурать… ҫаксем пурте ӑссӑр та киревсӗр шухӑшсем… Тулти алӑк шӑнкӑравӗ хытӑ шӑнкӑртатса илчӗ. Ҫав тери хӑранипе Артурӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те аллисемпе хӑйӗн карланкинчен ярса тытрӗ. Карап сӑмси пӗрре ҫӳлелле ҫӗкленет, тепре хӑрушшӑн аялалла ана-ана каять. Парӑр мана ҫил-тӑвӑл пек хӑвӑрт ҫӳрекен лашасем кӳлнӗ тройка! Хӑнана арҫынсем: офицерсемпе таврари хӑш-пӗр ҫӗр улпучӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Йывӑҫ хӑвӑлӗ ӑшӗнче тупнӑ маскарад хатӗрӗсем уҫҫӑнах кӑтартса параҫҫӗ: эпир чӑнкӑ ту ҫинче курнӑ ҫынсем вӗсем шуррисем пулнӑ. Пӗкӗрӗлнӗ Слива пит-куҫӗ йывӑҫланса чаларнӑ, вӑл унӑн ни чӗрӗ мар, ни вилӗ мар темелле, чӗтӗрекен аллине хӑй ҫав-ҫавах карттусӗн сӑмси патӗнче тытса тӑрать. Огнянова ҫак тӗлӗнтерчӗ. Вӑл малалла мӗн тӑвас пирки шухӑшлама тытӑнчӗ. Кутить тӑвам-и пӗреххут, пӗтӗм шӑнӑрсем янӑраса тӑччӑр, тетӗн вара хӑвна ху. Хӑй ятне илтсен, Динго хаваслӑн вӗрсе ячӗ, Джек, йыттӑн пысӑк пуҫне аллисемпе ҫавӑрса тытса, ачашшӑн шӑла-шӑла унпа калаҫа пуҫларӗ. Аякри халӑхсем те, ҫывӑхри халӑхсем те халех туяҫҫӗ ӗнтӗ: вырӑс ҫӗрӗнче хамӑрӑн патша ҫӗкленет, тӗнчере ӑна парӑнман вӑй пулас та ҫук!… Хӑйӗн шӑхличи Иохима питех те килӗшнӗ. Пӗр айӑпсӑр хаваслану, вӗҫе-хӗррисӗр юратас килекен туйӑмсем — ҫак икӗ ырӑ япала ача пурнӑҫӗнче пӗртен-пӗр туртӑмсем пулса тӑнӑ вӑхӑтран лайӑхраххи мӗнех пулӗ-ши вара урӑх? Унта пурӑнӑҫ сисӗмне вилӗм ҫывӑхра тӑни пусарса тӑрать. Каялла чакнӑ май вӑл хӑйӑлтатакан сасӑпа шиклӗн кӑшкӑрчӗ: — Аван! — Тавтапуҫ. Халӗ манӑн сире пӗр ыйту пур. Анчах тӳррӗмӗн ответлӗр. Анчах «телей» тени пире пӗрлештерекен, иксӗмӗре те хавхалантаракан, пире пӗр-пӗрне алӑ пама хӗтӗртекен сӑмах-ши вӑл? Анчах ҫак минутра Алексей темле тӗлӗнмелле ӗҫ пуласса ӗненчӗ, хӑй сисмесӗрех чупса пычӗ, протезсем тӑхӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут чӑннипех чупрӗ, сайра-хутран ҫеҫ туйи ҫине тайӑнса, енчен енне сулӑнса пычӗ, протезӗсем пӗрмай нӑтӑрт, нӑтӑрт, нӑтӑрт туса пычӗҫ… Январь уйӑхӗнчи пухурах ӗнтӗ Болла ӑна юратни паллӑччӗ. Ҫавӑнпа та иккен вӑл ун чухне ытла та хӗрӳ калаҫрӗ! Манӑн аппа та вӑл кӑшкӑрнине илтрӗ, вӑл та унӑн сассине пӗлчӗ! Ача ҫуралнӑ кун, каҫхине, крыльца ҫинче Никитӑпа тата Тихонпа пӗрле ларнӑ чухне Петр, шухӑша кайса, кӑшт куларах ҫапла каласа кӑтартрӗ: — Хуняма ачана мана алла тыттарчӗ те, эпӗ савӑннипе унӑн йывӑрӑшне те туймарӑм, хӗрӗме чутах мачча патне ывӑтса яраттӑм. Нимӗҫ профессорӗсем хушшинче пирӗн пиччене пуян тесен те юрать. Вӑл ӑшаланӑ аш татӑкӗ хыпса, унтан эрехне пӗр лайӑх сыпкӑм сыпса, хӑвӑрт ҫӑтса янӑ, вара лашине тытса йӗнерленӗ, тем пысӑкӑш шпора тӑхӑннӑ, йӗнер ҫумне пӗчӗк карабин ҫыхса хунӑ, йӗнӗ ӑшне икӗ пистолет чикнӗ, ӑна пиҫиххи ҫумне ҫыхса лартнӑ, йӗнер ҫине сиксе хӑпарнӑ та сиккипе яра панӑ. Эпӗ сиртен пулӑшу ыйтасшӑн пулнине курмастӑр-и вара? Пысӑк перемена нихҫан та пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна. Католикла тата король ҫарӗ текен пысӑк ҫар вӑйсӑрлана пуҫланӑ. — Вӑл йӑлтах кӑпӑка ӳкнӗ тесе эсӗ тӗрӗс калатӑн пулсан, апла кам та пулин ҫӳренӗ ӗнтӗ унпа. Андрей вырӑнтан тапранман. Сирӗн професси — пурнӑҫа шеллемесӗр теветкелленесси. Ах, мӗн ӗнтӗ унта! Хутор ҫийӗн нӳрӗ ҫил урса ахӑрашать. Вӑл казаксен ӗлӗкхи пурнӑҫӗ ҫинчен, хӑйӗн Широкий хушаматлӑ ашшӗ ҫинчен, вӑл пӗччен ҫурӑмӗ ҫине хурса вуншар пӑтлӑ хир сысни йӑта-йӑта таврӑнни ҫинчен тата пӗрре ларса ик витре чихирь ӗҫме пултарни ҫинчен кала-кала пачӗ. Анчах пӗтӗм тӗнчери ученӑйсем Марсӑн каналӗсене сӑнаса тӗпчеме тытӑннӑ. — Э! Нумай вӑл. Алексей хӗрарӑм аллине темӗнле хут укҫа тыттарчӗ, ӑна ӑсатса кӑларса ячӗ, алӑка таччӑн хупса хучӗ. Ҫул юппине ҫитме пире пилӗк кун кирлӗ. Морис Джеральд Генри Пойндекстере кӑмӑлланине Зеб Стумп пӗлсе тӑнӑ. Вӑл кӑмӑллӑн кулса ячӗ, унтан ыйтрӗ: — Эсӗ вӗреннӗ-и? Унӑн сӑн-пичӗ ывӑннӑ чухнехи пек кӑтартать, куҫӗсем айӗнче — ҫара мӗлкесем, тута хӗррийӗсем усӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫакӑнтах, утине сӳрӗккӗн кавлекен лашасен ури айӗнче, ачасем ҫуйӑха-ҫуйӑха кӗрмешеҫҫӗ. — Ман хыҫҫӑн! — команда пачӗ те Озеров, пӳртрен тухса ыткӑнчӗ. Анчах вӑрансассӑн Элен хӑйӗн минтерӗ ҫинчен мимозӑсен чӗрӗ букетне тупрӗ. — О Билль! — Авӑн ҫапасси мӗнле? Хӗлле вӑл «кашни уйӑхсерен уншӑн пособи» тӳлесе тӑнӑ пулать, ҫуллахи вӑхӑтра Батумпа Новороссийск хушшинче ҫӳрекен карап ҫине ӗҫе вырнаҫтарать. — Монсеньор, калӑр. Нимӗҫсем аслӑ ҫулсемпе хӑвӑрт киле пуҫларӗҫ тенине илтсен, Лозневой хытах пӑшӑрханса ӳкрӗ. Егорушка патӗнчен иртнӗ чухне вӑл ун ҫине пӑхмарӗ; лаши ҫеҫ хӑйӗн ухмахла пысӑк куҫӗсемпе пӑхрӗ, ӑна та пулин ахальтен тенӗ пек ҫеҫ турӗ. Онбаши шалт тӗлӗнсе кайрӗ. Дачӑ патне илсе каякан хурӑн аллейине пӑрӑнса кӗрсен, пире ҫумӑр ҫитсе пусрӗ. Анчах вӑл пире йӗпетмерӗ. — Ромашов пӳлӗм варринче чарӑнса тӑчӗ те, урисене сарса, пуҫне аялалла пӗксе, ҫирӗппӗн шухӑша кайрӗ. Уйрӑмах Алексей хытӑ улшӑнчӗ, унӑн кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, вӑл ачашрах калаҫакан пулчӗ, анчах вӑл, ҫав вӑхӑтрах, темле ытлашши васкама пуҫларӗ, хаваслӑн шӳт туса, ҫивӗч сӑмахсем тӗрте-тӗрте хурса, пурне те васкатса пычӗ. Эпӗ сире халь ҫӗнтернӗ пек, француз акӑлчанпа кӗрешсе нихӑҫан та ҫакӑн пек татӑклӑ ҫӗнтерӳ туман! Ӑшӑмра эпӗ акӑ мӗн шухӑшлатӑп: «Ҫакнашкал ырӑ хӗре ҫаратма ҫав ватӑ крокодила май туса паратӑп-ҫке!» — «Ҫисех яра-атпӑр, генерал юлташ, тӑранма та ҫитмест!» Умрихин хӑйӗн пӑттине пуринчен малтан ҫисе ячӗ. Петро Семиглаз ун умне тата тепӗр котелок лартса пачӗ. Мери Джейн йӑрӑс пӗвӗпе ярт тӑсӑлса тӑчӗ те — мӗн тери илемлӗ иккен вӑл! — ҫапла калать: — Акӑ ман сӑмахӑм! Тӑваткал хӗрлӗ сухаллӑ мӑнтӑр надзиратель унӑн хушаматне кӑшкӑрчӗ, унтан ун ҫине ураран пуҫласа пуҫне ҫитиех пӑхса илчӗ те ӑна:— Пыр ман хыҫран… — тесе, уксахласа утса кайрӗ. Вӑл ӑна ҫав тери ырӑ ҫын вырӑнне хурать. Шыв аялалла калама ҫук хӑвӑрт кӗрлесе анать, тӳррипе каласан эпир ӗнтӗ текех шуса та пыман, аялалла персе аннӑ; мана эпир пуҫхӗрлех вӗҫсе аннӑ пек туйӑнать. Ломонд кӳллин тӑрна куҫӗ пек шывӗсем ун стенисен гранитне чӳхесе тӑраҫҫӗ. Ҫака мана хытах кӳрентерчӗ, чӑтайманнипе эпӗ ӳлесе йӗрсе ятӑм. Витӗр курӑнакан кӗленче пӗрчисемпе ерешленнӗ тӗксӗм кварц кристалӗсем ҫӳлтен люстрӑсем пек илемлӗн ярӑмланса анаҫҫӗ, эпир ҫывхарнӑ вӑхӑтра вӗсем йӑлтӑртатса ҫуннӑ пек туйӑнать. Амӑшӗ вӗсемшӗн мӗн тесе кӗлтурӗ-ши? — Эпӗ сире халӗ ҫеҫ каласа патӑм вӗт, мана тӗттӗм ҫӗре пӑрахрӗҫ те… — Пӗлместӗп. Анчах сире тӗттӗм ҫӗре пӑрахнӑ халап синьора Грассини валли… Стручков ӳксен, вӗсем ӑна ҫӗкленӗ те ҫывӑхри ҫурта кайса хунӑ. Лайӑх астӑватӑп, ҫак мӗскӗн карчӑкӑн вилӗм вырӑнӗ умӗнче эпӗ Зинаидӑшӑн хӑраса ӳкрӗм вара манӑн уншӑн та, аттешӗн те, хамшӑн та кӗлтӑвассӑм килчӗ. — Манӑн та каяс килетчӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен. Нимӗн чӗнмесӗр, пуҫне усса, пӗр минут каярах тӳссе ирттернине тӑвӑллӑн аса илсе ларнӑ вӑхӑтра мӗн кӑна чуна хумхантарнӑ — йӑлтах ҫак кӗвӗре. Вӑл кирек кампа калаҫсан та ҫиеле тухма пултаратчӗ. — Ялӗ ав мӗнле. Ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑлпа эпӗ пӗрремӗш экзамен пама кайрӑм. — Эсӗ туртмастӑн-ҫке, Иван пичче? Разметнов хыҫӗнче стена пек тӑракан ачасем, мӑшкӑлласа, ихиклетсе илчӗҫ: вӗсем Разметнова кӑмӑллани куҫкӗретех паллӑ. — Эх, эсӗ арҫын пулнӑ пулсанччӗ… Унтан кашни кунах университета ҫуран ҫӳретӗп (эхер мана ҫӑмӑл урапа парсан, ӑна сутатӑн та укҫине чухӑнсем валли уйӑрса хуратӑп), мӗн тумаллине пурне те лӑпах кирлӗ пек туса пыратӑп (ку «пурне те» тени мӗне пӗлтернине эпӗ ун чухне ниепле те калама пултарайман пулӑттӑм, анчах ку «пурне те» хама йӗркеллӗ тытса, ӑслӑ-тӑнлӑ, пӗр кӑлтӑксӑр пурӑнни пулнине уҫӑмлӑн ӑнлантӑм тата туйрӑм). Ваҫили Андрейч пӗр ҫур минут пек ним чӗнмесӗр пӗр вырӑнта тӑнӑ; кайран сасартӑк, тупӑшлӑ япала туяннӑ чух епле хыттӑн алӑ ҫапма вӗреннӗ, ҫавӑн пек пӗр утӑм каялла чакса илнӗ, тӑлӑп ҫаннисене тавӑрса лартнӑ та икӗ аллипе те Миките ҫинчи, ҫуна ӑшӗнчи юра шӑлса кӑлара пуҫланӑ. Ун хыҫӗнче, вырӑн ҫинчи икӗ минтер ҫинче, Ардальонӑн кӳпчесе ларнӑ пичӗ курӑнатчӗ, унӑн арпашса пӗтнӗ хура сухалӗ хӑпартланса тӑратчӗ. Унӑн куҫӗсем пӳлӗме хуйхӑллӑн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ. Ҫапла, ҫапла, ҫапла! Вут начарланнипе ҫутӑ ҫавраки пӗчӗкленсе, ансӑрланса ҫитнӗ чухне, кӗтмен ҫӗртен, ҫӗр тӗттӗмӗнчен шурӑ е кӑвак лаша пуҫӗ пырса курӑнать те пирӗн ҫине тинкерсе пӑхса илет, хӑй вӑрӑм курӑка чарӑнмасӑр кавлет. Унӑн пӗр вӑрттӑнлӑх пур, ун ҫинчен вӑл вӑхӑт ҫитиччен юлташӗсене пӗлтересшӗн мар. Хӗрарӑм вара, ӑна питрен чуптуса илнӗ те, ним туртӑнкаламасӑр-тумасӑр:— Сыва пул… — тесе, рубкӑран тухса кайнӑ. Петр ҫине хӑйӗн хура куҫӗсемпе хӑрушла пӑхса, вӑл ытлашши хыттӑн каланӑ: — Никодим атте — пирӗн чухӑн обителе илем кӳрекенни. Эпир физиологсем, вӗсем мӗнле хутшӑнусем пулнине пӗлетпӗр. Эпӗ паян урана шӑмма ҫити амантсан та йӗмерӗм-ҫке. Йывӑҫ саксем ҫине йӗркипе ларса тухнӑ хӗрлӗармеецсем, винтовкисене ҫӳлелле тытса, харӑссӑн юрласа пыраҫҫӗ. — Мӗншӗн тесен апла пӗтме пултараймасть: тӗлӗнмелле пуҫланнӑ япала тӗлӗнмеллех пӗтмелле. Хӑш-пӗр урамсемпе тӑкӑрлӑксенче вӑрӑсен, ҫынвӗлеренсен тата контрабандистсен йӑвисем пулнӑ; ыттисенче чухӑнсем хӗсӗнсе пурӑннӑ. — Эй, юлташ, ӑҫта хӑпаратӑн? Ҫапла каласанах хӑшпӗр матроссем мана ухмаха тухнӑ ҫын пулӗ, тесе шутларӗҫ, теприсем ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ. Чӑнах та, эпӗ хам евӗрлӗ ҫынсем хушшинче пулни мана пуҫа та пырса кӗмен. «Кайӑр та ҫыран хӗррине шырӑр, анчах аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, карап сире кӗтсе тӑрас ҫук, — терӗ вӑл вӗсене хирӗҫ. Пӗтӗм пӳрте юнпа пӗверӗм. Виҫӗ тӑван эпир, ҫӗрӗ — тӑватӑ десятин. Хӑйӑр, — унпа пӑхар тасатма лайӑх, анчах тырӑ тума юрӑхсӑр!.. Авӑ мӗн-мӗн каласа пӗтертӗм — хам нихҫан шутламаннине те каларӑм! Ҫак хыпара илтсен, ку уншӑн кӗтмен ҫӗртен пулнӑ пек, анне шарт сиксе илнине тата шурса кайнине эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм. Шекспирӑн Офелийӗ те курса тӑракан халӑха пӗр каҫ хушшинче ҫавӑн чухлӗ куҫҫуль тӑктарайман пулӗччӗ. Пар мана чи йывӑр служба, — эпӗ ӑна тума халех чупӑп! — Ӗлӗк ӗненместӗм, халь ав, шухӑшлама пуҫларӑм: тен, чӑнахах тӗрӗсне калать? Кайран пушшех те начар, пушшех намӑсрах асаилӳсем пуҫланчӗҫ. Кельнер ӑна визитнӑй карточка парать — ун ҫинче е. к. в. Моденский герцог ҫуртӗнче юрлакан Панталеоне Чиппатола ячӗ! Унтан вӑл ҫав вӑрман мӗн чухлӗ тӑнине шутлама пуҫланӑ. — Тепӗр майлӑ каласан? Маншӑн пит паллӑ: вӗсене кичемлӗх пусса пӗтерсе тӑрать, кичемлӗхӗн пурне те путарса илекен вӑйне хирӗҫ кӗрешесси ӑнӑҫсӑр пулнӑран ҫеҫ ҫынсем ҫавӑн пек усаллӑн та ӑссӑрӑн выляса киленсе хӑтланаҫҫӗ, тесе ӑнлантарса паратӑп эпӗ хам ӑссӑн. — Тата мӗншӗн-ха эсир халатӑра хывнӑ? Ҫенӗхре вӑл мана систерчӗ: — Эсӗ, Максимыч, лавкара никама та ан шарла вӑл кӗнеке ҫинчен, паллах ӗнтӗ, вӑл вулама хушманскер! Вӑл хапха патӗнче тӑрать, кунта кӗресшӗн вӑл, — терӗ. Кунта йӑлтах урӑхла, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ илемлӗ вырӑнсемпе япаласем ман тимлӗхе хӑйсен еннелле туртаҫҫӗ, илӗртеҫҫӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑк чӗрене ырӑ туйӑмпа тултарать — паянхи пурнӑҫа кӑмӑллаттарать, телейлӗ те ҫутӑ пуласлӑха чунтан кӗтме шанӑҫ парать. Пирӗннисем чупса пыричченех ҫапла алран-алла тыттарса кӳпкерӗҫ. Вӑл ултавлӑ сӑнпа рояль умне пырса ларчӗ, вара, яланхи пекех, фортепиано ҫинче lа илесси, сӗрме купӑс пиччикати, нотӑсене вырнаҫтарасси пуҫланчӗ. Игнат, питне-куҫне пӗркелентерсе, ӳсӗркелесе, урине аран-аран ҫӗклерӗ те ӑна сак ҫине хучӗ. Майора курсан, Алексей ӑна темиҫе ҫул курман пекех савӑнса кайрӗ. Дик пысӑк йывӑҫсем пӗр ҫӗрте ӳсекен вырӑна хуҫ хыврӗ. Унӑн йӗкӗлтевлӗ чарусӑр кулли, ниҫта та чарӑнса тӑмасӑр, пӗр вӗҫсӗрех кама та пулин йӑлт пӗтерсе хума, мӗнрен те пулин йӗкӗлтеме тӑрӑшса, ҫул тӑрӑх, лавсемпе пӗлӗт ҫийӗн шуса ҫӳрет тейӗн. Давыдов склад хыҫӗнчи иккӗмӗш лаптӑк вӗҫнелле пӑхрӗ те, унта чӑнах та тытӑҫу евӗрлӗ темскерле япала пулса иртнине курах кайрӗ: Майданников, аллине тимӗр сӑнӑ тытнӑ та, ӑна хӗҫ пек ҫавӑркаласа тӑрать, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ Атаманчуковӗ вара хӑрах аллипе ӑна вӑкӑр сӳсменӗ патӗнчен тӗрте-тӗрте ярать, тепӗр аллине чышкӑласа чӑмӑртанӑ, ҫурӑм хыҫне тытнӑ. Горева татӑклӑн ҫапла каласа хучӗ: — Сирӗн хыҫҫӑн савӑт-сапана кунта пурӑнакан монахиньӑсенчен пӗри ирӗклӗнех илсе тухма пултарать. Юлашкинчен, урамалла пӑхса илсе, вӑл тытӑна-тытӑна аран каласа ячӗ: — Эпӗ Мигунпа кайса килтӗм. Каи-Куму куҫӗсем ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗҫ, вӑл вара ҫапла каларӗ: — Сире хӑвӑр ҫынсем хӗрхенес пулсан, сире вӗсене парса хамӑр ҫынсене улӑштарса илетӗп; улӑштармаҫҫӗ пулсан, сире вӗлеретӗп! Рио-Гранде тӑрӑхӗнче пурнать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе Леона ҫумӗнче хӑнара пулать. Ҫакӑн хыҫҫӑнах ун патне Цимбал пычӗ те, пиншакӗн аркинчен тытса, эмел курӑкӗсем ӳстерме хӑй тунӑ плансем ҫинчен каласа пама пикенчӗ. Вӑл юлашки уйӑхсенче ҫав плансем пирки ҫеҫ шухӑшласа ҫӳрет. Кӗтмеллех пулать ӗнтӗ, е кирлех пулсан, тата темиҫе страницӑ, сиктерӗр те вулӑр, анчах эпӗ сире ун пек тума сӗнместӗп, мӗншӗн тесен Крестовой Ту урлӑ каҫасси (е Гамба ятлӑ ученӑй каларӗшле Ze Tonst-Chustophe) сире интереслентерме тивӗҫлӗ. — Чӑн сӑмахӑн суйи ҫук, ун йышши йытӑсем манмаҫҫӗ ҫав, — терӗ вӑл. Эпӗ сана нихҫан та каламан… — Епле юратмӑн-ха! — Ҫак ухмах ача ӑна ӑҫта та пулин ҫаран ҫинчех ӳкернӗ пуль, — терӗ те вӑл, пуҫне чиксе, Костӑпа пӗрлех ҫаран ҫинче шырама пикенчӗҫ. Сирӗнтен нумайӑшӗ Ривареса лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. Партире тӑман рабочисен пӗр пайӗ, поезда кӗтсе тӑмасӑрах, шпалсем тӑрӑх хулана тухса утнӑ. Декабрӗн 25-мӗшӗ Токаревпа ытти аманнӑ ҫынсене илсе килчӗҫ. — Мӗнле? Нумайлӑха килтӗр-и? — шӑплӑха сирсе ыйтрӗ хӗр. — Укҫа пухас искусство, е унтан ытла геморрой та ҫук! — кӑшкӑрса ячӗ Базаров йӗрӗнӳллӗн кулса. — Так-с, так-с. Акӑ мӗнле шӳт тӑватӑр эсир. Пӗлетӗн-и, колхозпа ӑҫта ҫитме пулать? Мана унӑн упӑшки ҫиллентерчӗ, темиҫе хут та ҫиллентерсе хӑтланчӗ… вӑл мировой судья пулнӑччӗ те ҫапкаланса ҫӳренӗшӗн мана тӗрмене хуптарчӗ. Вара ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Пысӑк шурӑ пурҫӑн тутӑр ҫыхнӑ ҫамрӑках мар майри вара, тулли кӗлеткеллӗскер, пуҫне айккинелле тайнӑ та кама та пулин халь ҫеҫ ырӑ ӗҫ туса панӑ евӗр пӑхса тарать. «Ах, мӗн тав тумалли ҫавӑншӑн! Кӗскен калаҫса илсен, вӑл лашине каялла ҫавӑрса, юртӑпа килекен сотня еннелле сиктерет. — Леноре фрау ура ҫине хӑвӑрт тӑчӗ те умӗнче ларакан Санин пуҫне ҫавӑн пекех хӑвӑрт ярса тытрӗ. Ан тив чӑхсем те колхозпах пурӑнччӑр. Унӑн мӗн пур шанчӑкӗ пӗтсе ларнӑ. Тул ҫутӑличчен эпӗ Гошена ҫитетӗп. — Тӗрӗс, Айртонпа Бен Джойс — вӑл пӗр ҫын! Хальхи самантра мана ҫӗнтерсе парӑнтарнӑ ӗнтӗ тата мӗн кирлӗ-ха сире?.. Килӗшмест-им сире ман шухӑш? Акӑ, пӑхӑр, ҫип ҫапнӑ пек тӳп-тӳрӗ йӗр, ӑна эпӗ карттӑ ҫинче чӗрнепе паллӑ турӑм, ҫав йӗр тӑрӑхӗпе пырса, пирӗн ҫак ҫӗршывӑн тепӗр енне ҫитичченех каҫса каймашкӑн тивӗҫ пур. Е тата, тем пек ӗмӗтленсе тӑнӑ ҫӗртех, эпир вӗсене ҫак ҫӗр ҫинче тупаймасассӑн, вара пирӗн, хамӑр ӗҫе пула пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнмалла пулсан та, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе вӗҫне тухичченех каймалла пулать. Пӗрремӗш хут Хӗвел ҫути Ҫӗр ҫинчен Уйӑх ҫине ӳкет, унтан вара Уйӑхран Ҫӗр ҫине каялла килет. — Манӑн нихӑшӗ те ҫук. Курсант сӑранпа алюминирен тунӑ протезсем ҫинче тӑрса, инструктор, техник тата вӗҫме черет кӗтекен юлташӗсем ҫине хаваслӑн пӑхрӗ… — Эпир пиччене лайӑх пӗлетпӗр: вӑй хӑйӗн хаклӑ шӑллӗпе мана кӳрентересрен хӑраман пулсан, ҫав тӑлӑх-туратсемшӗн тата пархатарлӑрах пулма пултаратчӗ. И-эхма-а! Пире партире ун пеккисем кирлӗ мар, ман сӑмах ҫакӑнпа пӗтрӗ! Эпӗ сана, вӑхӑт ҫитсен, калӑп унта мӗн ҫырмаллине… Пире мӗн ҫитмест-ха? Федор ӑна хуларан ӗнерех илсе килнӗ, анчах ӗнер каҫа юлнипе вӑл ӑна Мимие паян ирхине панӑ. — Пӗлетӗр? Аркадий те аванах, лӑпкӑн ӳссе пынӑ. Вунӑ ҫул тӗлӗкри пек иртсе кайнӑ. 47-мӗш ҫулта Кирсановӑн арӑмӗ вилсе выртнӑ. — Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире ӑнланатӑп, — тесе асӑрхаттарчӗ ман хуҫа. Клисурӑ ҫыннисенчен иккӗшне персе амантнӑ. Вӗсем ҫавӑнтах картишне тухнӑ та тӗрӗксене парӑннӑ. Туясемпе ҫӳрекен ҫынӗ ун пуҫӗ патнех пырса:— Преосвященный патне… — тесе кӑшкӑрать. Татах курнӑҫӑпӑр-ха, савнӑ тусӑм Бойчо, каллех пӗрле пулӑпӑр… шӑпа кӑтартнӑ ҫӗрте… Вӑл пӑшалне хуллен ҫӗкленӗ те тӗллесе курока вӗҫертсе янӑ. — Эсир йӑнӑшмастӑр-и? Эпӗ ҫарҫынни мар вӗт. Эпӗ санпа татӑлма килтӗм, йытӑ, сана тавӑрмасӑр каймастӑп, пӗл ҫакна! «Миҫе ҫул пурӑннӑ-ши эсӗ, тӑванӑм! Поручик Маврин ӑна аллинчен ярса тытрӗ, ал тымарӗ патӗнчен тӳсмелле мар ыраттармалла пӑчӑртаса лартрӗ, револьверӗ кӗсйере янӑравсӑр персе ячӗ, унтан Яков алли ҫав тери хытӑ ыратса, чавси тӗлӗнче хуҫӑлнӑ пек пулчӗ, поручик револьвере унӑн пӳрнисенчен вӗҫертсе илсе кресло ҫине пӑрахрӗ те:— Пулаймарӗ! — терӗ. Артура вӗсем амӑшне юратнӑ пекех юратнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ тарҫисем халӗ унӑн аллисемпе тумтирне хурлӑхлӑн чуптурӗҫ. Эпӗ тата тепӗр сехет хушши лартӑм, сасартӑк лакей кӗчӗ те: «Аксентий Иванович, киле кайӑр, улпут килтен тухса кайрӗ ӗнтӗ», терӗ. Эпӗ часах таврӑнӑп! — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. — Кун пирки ӗнтӗ тахҫанах темиҫе хут та калаҫнӑ… Паян каҫхине сире валли рекомендаци ҫырӑпӑр, факт! — Вӑл мана пӗтӗмпех асаплантарса пӗтерет, анчах ямасть, — терӗ вӑл, куляннинчен ытларах мӑнкӑмӑллӑн. Пурте шӑпах пулчӗҫ. Ҫапла ҫав, ҫынсем эрешмен картине лекнӗ шӑнасем пекех тапаҫланаҫҫӗ». «Йӳнӗпе — пурӑнса ирттерейместӗн», — тенӗ фабрикант ӑна хирӗҫ кахаллӑн. — Хӑрарӑм, — хуравларӗ Маша ҫаврӑнса ларса, — темӗнле старик утса ҫӳрет, пӳрнипе хӑмсарать. — Кардинал дворецӑн пӗр енчи пайне йышӑнать, ыттине больница валли панӑ. Ҫавӑнпа тыткӑнри ҫын хӑйне тытасси ҫинчен тӑтӑшрах шутлать пулсан, тӗрмене хураллакан тарма кансӗрлесси ҫинчен сахалтарах шутлать. Евгения, сан мана итлемеллех. Хӑй те астумасть халь вӑл, тем чухлӗ вӑхӑт ҫӗклесе пынӑ вӑл Целуйкона, тата кайран, ҫул ҫинче, тем пулнӑ. — Пурне те хатӗрленӗ, юсанӑ, маттур! Тӗлӗнсе кайнипе Разметновӑн куҫӗсем ҫамки ҫинех тухса ларчӗҫ… Юлташӗсене ӑсатса янӑ хыҫҫӑн, Тоня чылайччен шухӑшласа тӑчӗ. Калинкке хапхи ҫумне тайӑнса, вӑл хула еннелле каякан тӗксӗм ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ. Кинжал мана, ӳт татӑкне ҫаклатса, кӑшт ҫеҫ тивнӗ мӗн, эпӗ чӗтреме тытӑнсан, ӳт татӑлсах кайрӗ. Корчагин ывӑннӑ урисене кантарса, диван ҫинче выртать. Вӑл ӗнтӗ тӑшмана лайӑхах курчӗ. Ҫырансен хӗррипе шурӑ ҫуртсем, сад пахчисен эрешлӗ сукмакӗсем сапаланса тухнӑ. Юлташӗсем унӑн суранне васкаса ҫыхрӗҫ те, хӑйне санитарсене парса хӑварса, малалла — тӑшмана хӑваласа ҫитме вӗҫтерчӗҫ. Ҫакна тавҫӑрса ил-ха эсӗ: пирӗнтен кам сӑпайлӑрах, эсӗ-и, эпӗ-и? — Мӗнех вара, ҫапӑҫса пӑхӑпӑр, — терӗ Ла-Вьевиль. — Эсир маориецсем ҫинчен-и, Паганель? — ыйтрӗ Джон Мангльс. Унӑн кукши ҫинче тар пӗрчисем йӑлтӑртатнӑ, пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем яланхи пекех вӗттӗн те шиклӗн чӗтреннӗ… Эсир мана кӳнӗ инкексем ҫинчен каласа пӗтерме те ҫук! Кун пек чухне хусканмасӑр тӑни ҫӑлма пултарнине аса илчӗ вӑл. Ӑна тӗлӗксем, ҫӗр айне пытарнӑ пуянлӑхсем тата ҫаврака та пуклак кӑна хӗр пӗтӗмпех ҫавӑрса илнӗччӗ. — Ҫак путлӑхран ҫӗрле тухаймастпӑр эпир. Ирччен кӗтмелле пулать. Анчах халь вӑл, пурне те манса, яланхи пек мар ҫирӗп шут тытса, пысӑк утӑмсемпе тӳрех ун патнелле утса кайрӗ. — Чӑн, ҫав уҫкӑч… тепле ӑнсӑртран… — Мӗн тетӗн эсӗ? — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче, калама ҫук хумханса. Анчах ку ҫыран хӗрри пачах пушӑ пек курӑнать. Саша хуллентерех сӑмахларӗ, калаҫасса шухӑшласа, ҫав хушӑрах йӑл кулса калаҫрӗ, анчах та ҫав кулӑ унӑн куҫӗнчи никамшӑн та ӑнланмалла мар, ҫапах та пурте курса тӑракан савӑнӑҫ ҫулӑмне сӳнтермерӗ. — Кам тӑвать вӑл йӗркесӗрлӗхе, эсир хӑвӑр тумасан? Пӗвӗпеле вӑл манран лутрарахчӗ. Вӑрӑм та хулӑн хӑмӑр ҫивӗчӗ унӑн, хулпуҫҫи урлӑ анса, кӑкри ҫине ӳкет. Чӗтрекен алӑсемпе эпӗ хамӑн тухатланӑ ҫӗмрен йӗппине илтӗм те ҫӗмрен кантрине туртрӑм. — Базаров унӑн аллине тытрӗ, тикӗссӗн тапакан юн тымарне шыраса тупрӗ, анчах вӑл миҫе тапнине те шутламарӗ. — Гленарван, эсир ку пурӑнӑҫа хурларӑр-и? Крыльца патӗнче ҫынсем пуҫтарӑнчӗҫ, пуҫне кухняран ҫенӗхелле кӑларса алӑк сули урлӑ ним тапранмасӑр чӑсӑлса выртакан салтака пӑхса тӑратчӗҫ; полицине чӗнес пулать тесе пӑшӑлтатчӗҫ, анчах никам та чӗнекен пулмарӗ, никам та салтака тӗкӗнме хӑймарӗ. Вӑл ӑна ывӑтмашкӑн васкамасть, мӗншӗн тесен ӑнӑҫу пулассине шанса тӑрать. Вӑл савӑнӑҫлӑ, чӗрӗ пулмалла. Кишӑн куҫӗсем йӑлтӑртатма тытӑннӑ, питҫӑмартисем юнпа тулса хуралнӑ. Вӑл мана ӗлӗкхи пекех шанать; ҫавӑнпа эпӗ те ӑна улталассӑм ҫук; тӗнчере вӑл маншӑн хам улталама пултарайман пӗртен пӗр хӗрарӑм. — Унӑн вӑрҫӑра илнӗ чапне пӗтерме именсе тӑмастӑн? Толине мӗн ҫинчен шухӑшламаллине те пӗлеймест. Вӑл пуҫне силлесе илчӗ, кресло ҫинчен сиксе тӑчӗ, пӗр-икӗ хут пӳлӗм тӑрӑх каялла-малалла утса тухрӗ, ҫыру сӗтелӗ патне пырса ларчӗ те, пӗр ещӗк хыҫҫӑн теприне туртса кӑларса, хӑйӗн тахҫанхи хучӗсене, пуринчен ытларах хӗрарӑмсенчен илнӗ ҫырӑвӗсене, тустарма пуҫларӗ. Вӑл пӗрмаях вырӑсла тата тутарла ятлаҫрӗ: — Суятӑн, алӑсемпе пӑвса вӗлерӗп! Пирӗн вӗт… калама юрать-и? Пуҫӗ ырататчӗ унӑн, ҫурӑмӗ нӑйкӑшса туртӑшӑнатчӗ, чунӗ вара, калӑн, унта нихӑҫан нимӗнле шухӑш, асаилӳ, туйӑм ҫуралман, пуш-пушахчӗ; ни тарӑху-вӗчӗрхенӳ, ни кичемлӗх пурри палӑрмасть, пурӗ те темле пысӑкскер, тӗттӗмскер те сӳрӗкскер выртнӑ пек ҫеҫ. Акӑ халь — шыҫӑ шӑтрӗ. Шухӑшлакаласа пӑхсан, Квейс комендант майне тупрӗ. Вӑл ҫав шухӑшсен чее эрешӗсене, ункисене, тӗввисене ҫеҫ асӑрхаса юлма ӗлкӗрет. Пелагея Ниловна, ӗнер суд тунӑ рабочин амӑшӗ. — Пирӗн ирӗксӗрех ҫапла тумалла, ваше преосвященство! Риварес пит пысӑк преступленисем тунӑшӑн айӑплӑ. — Кит патне кӗтмен ҫӗртен пырса тухар. Эпӗ Володя ҫывӑхне куҫса тӑтӑм та хама хам ирӗксӗрлесе тата сасса шӳтленӗ евӗрлӗ кӑларма тӑрӑшса: «Ну, мӗнле, Володя, халтан каймарӑн-и?» — тесе ыйтрӑм. — Каймасан лайӑхрах. Арҫын, урисене пӗр харӑс хускатса, ҫӑвар карсах кулса илчӗ, унӑн хӑлхисем те ӗнсе патнелле куҫса кайрӗҫ. — Ку вӑл — пӗтӗм тӗнчешӗн паллӑ сӑмах. — Гальмало ятлӑ, анчах ман ята пӗлни мӗне кирлӗ сире: эпӗ сире ятӑма каламасан та вӗлерме пултаратӑп. — Каларӑн. Вӑл кулса ячӗ, анчах ун кулли сасартӑк чарӑнчӗ, хӑйӗн сӑмахӗсемех ӑна тӗлӗнтерсе янӑ пек, вӑл сиккеленмесӗр ларчӗ, куҫӗсенче вара, ахаль чухне ҫав тери хаваслӑ та савӑнӑҫлӑскерсенче, темӗскер вӑтаннӑ пекки ҫеҫ те мар, салхулӑх та вӗлтлетсе иртрӗ. Ӑҫта сана ман ут ҫине ларма! Пит вырӑнлӑ шухӑш, никам тавҫӑрса илейрес ҫук! — Улталамасть-и вӑл сана? Хӗпӗртессе вӑл — ҫакна хӑй ывӑлӗн ӗҫӗ тесе шутланӑ пирки хӗпӗртет, хӑрасса — ывӑлӗ тӗрмерен тухсан, вӑл пуринчен мала, чи хӑрушӑ вырӑна тӑрассине, унтан пӗтессине пӗлсе хӑрать. Ман пуҫа вара, ку Бен Ганн каласа кӑтартнӑ шурӑ скала хӑех пулни, е мана кимӗ кирлӗ пулсан, эпӗ ӑна ӑҫта тупма пултарни ҫинчен шухӑш пырса кӗчӗ. Тул ҫутӑлнӑ ҫӗре сырӑшсенче ҫимелли хыт-хура туни юлашкине те кураймӑн. Паллах, ун пек пурӑнма ҫӑмӑлтарах, анчах — усси сахал. Джемма килсен вӑл каҫ лайӑх иртессе шанса тӑма пултарнӑ. Мана та тытаҫҫӗ вӗт!» — тесе шухӑшларӗ. Эсӗ мана шурри терӗн, анчах эпӗ — хӑмӑрланнӑ арбуз пекех кӗрен; шуррисем патӗнче те пулнӑ, симӗссисемпе те икӗ эрне ҫапкаланса ҫӳренӗ, хӗрлисем патӗнче те пулса курнӑ. Комиссионер ун ҫине пӑхса илсе Володя еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Берсенев именчӗ. — «Дункан-и»? — терӗ те Джон Мангльс, кӗсменне пӑрахса ура ҫине тӑчӗ. — «Дункан» ҫав. «Чирлӗ-шим вара эпӗ, е кӑна кам та пулсан урӑх ҫынна калаҫҫӗ-ши? Эпир пурте вӑл чирпе чирлетпӗр, вӑйлисем — сахалтарах, вӑйсӑррисем — ытларах. Марья Ивановна, Петербурга курса-мӗн тӑмасӑрах, ҫав куннех каялла, яла тухса кайнӑ… Леш йӗкӗчӗ унӑн артисчех пулнӑ иккен. Кай-ха, эппин, хӑтланса пӑх. Чӑнах та, француз батарейисем патӗнчен темӗнле хура пӑнчӑсем ту урлӑ каҫса пирӗн бастионсем патне килсе тӑни ахаль куҫпах курӑнчӗ. Ҫурӑлнӑ-тӑк, ҫурӑлнӑ пултӑр, ҫӑва патне! «Вӗсене илме ҫынсем те янӑччӗ, анчах вӗсем, паллах ӗнтӗ, кая юлчӗҫ, килсе ҫитейрес ҫук», терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Анчах ӑна ҫавӑнтах тепӗр ӗҫ, ҫийӗнчех, пӗр тӑхтамасӑр тумалли ӗҫ тыткӑна илчӗ. Сасартӑк вӑл таҫта, тупӑ патӗнче, каҫах пӑрахса хӑварнӑ пуртӑ выртнине астуса илчӗ те, ун-кун пӑхкаласа, кӑшкӑрса ячӗ: — Петя, пуртӑ! Анчах эпӗ двореца кайма хӑяймастӑп-ха. Ку тарана ҫитсе те Испанирен депутатсем килмерӗҫ. Дворянсемпе буржуази ӗретӗнчен тухнисем пирӗн совет интеллигенци хушшинче нумай процент мар. Тивӗҫ пуринчен малтан, ачасем. — Ман шутпа, вӗсем пурте пӗрех. Кольхаун лашине шпорӗсемпе тӗртрӗ те прери тӑрӑх сиккипелле чуптарчӗ, — унӑн ӗнтӗ урӑх ним тумалли те юлмарӗ. Ҫав вӑхӑтра пӗчӗк пӑрахут карантинран килни курӑнчӗ. Анчах унта кайни усӑсӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен Алексей пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе аран хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ ҫын, хӑйне ырӑ сунакан Мировольский васкавлӑ командировкӑпа таҫта вӗҫсе кайнӑ пулнӑ тата вӑл унтан часах таврӑнмалла пулман. Антив, ҫынсем мана пуян, тесе шутлаччӑр. Калам эпӗ сире: ун пек хӗрарӑм курман эпӗ. Итлеме аван! Георгий аллине аяккалла сирсе, вӑл аллея тӑрӑх чупрӗ. — Пӗлетӗп, сэр, эпӗ вӑл перевалта каҫса ҫӳренӗ. Эпӗ ун ҫинчен сире каласа тӑмарӑм, мӗншӗн тесен унпа индеецсен кӗтӳҫӗсем ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ, выльӑхсене хӗвелтухӑҫ енчи сӑртсен тайлӑмӗнчен ҫавӑн урлӑ каҫарса ҫӳреҫҫӗ. Паллах, ҫав вӑя тӗрӗс ҫулпа ямалла. Цимбала упрӑр, хур тума ан парӑр. Вӗсен шутне Яков Лукич Островнов (унӑн кандидатурине, Нагульнов хирӗҫ пулнине пӑхмасӑрах, Давыдовпа Разметнов ҫине тӑрсах хӳтӗлерӗҫ), Павел Любишкин, Демка Ушаков кӗчӗҫ, Аркашка Менок аран-аран кӗрсе юлчӗ. Унӑн хӑранипе сасартӑк пӗтӗм алӑ-ура вӑйӗ кайрӗ. Вӑл Лушкӑна хӑйне пӗрре те паллаттарасшӑн пулмарӗ. Вӑл хӑйӗн амӑшне яланах ҫав тери хытӑ упраса пӑхса ҫӳрет, ӑна кӗленчерен якатса тунӑ тейӗн. Ҫуна ҫинче сехет ларатӑн та, сивӗпе шӑнса, ӑшра пӗр пырши теприн ҫумне ҫыпҫӑнать. Ку мӗнле капла пулса кайнине ӑнлантарса пама йывӑр. Сӑмси, ҫӑварӗ, янаххи…» Унпа юнашар качалка ҫинче унӑн ҫӑмламас алшӑллийӗ тата Фурмановӑн вуласа пӗтереймен «Мятеж» повеҫӗ выртаҫҫӗ. — Унта никам пӗлмен ҫулсем ҫинче,Хальччен курман кайӑксен йӗрӗсем, — тесе ҫырнӑ ытарма ҫук аван йӗркесене эпӗ хам ӑсра каласа ҫӳреттӗм, тата ҫав хам пит лайӑх пӗлсе тӑракан, кӑшт ҫеҫ палӑракан сукмаксене куҫпах кураттӑм, ртуть пек йывӑр сывлӑш тумламӗсене те тӑкман курӑка таптаса хунӑ темӗскерле йӗрсене те кураттӑм. Чи юратнӑ ӗҫӗ — ҫутҫанталӑк историйӗ — ӑна пуҫӗпех ҫавӑрса илнӗ. Хоуик боцман пуҫӗнче те ҫак шухӑшах вӗлтлетсе илчӗ, вӑл кит тепӗр еннелле тинкерсе пӑхрӗ. Шумские салху сӑн ҫапнӑ, шуралса кайнӑ, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрманран ун куҫ айӗсем кӑвакарнӑ, вӑл чӳрече умӗнче чӗрнисене кӑшласа ларать. Ку вӑлах, ҫӳлти вӑйсем! Анчах эпӗ: «Вӑл ниҫта та каяймӗ» тесе, милиционера чӑрмантарасшӑн пулмарӑм. Тальман капитан арӑмӗпе килсе ҫитрӗ: иккӗш те питӗ ҫӳллӗ, нӑкӑ-тапчам; арӑмӗ — ачаш, хулӑн, йӑмшак блондин, упӑшки хӑй — кӗре те вӑрӑ-хурахла пит-куҫлӑ, чарӑнма пӗлмен ӳслӗклӗ те хӑрӑлтатакан саслӑ. Хӗвел ҫутатакан ҫурчӑмӑрӗнче яланах кун тӑрать. Ҫак кун Ҫӗр ҫинчи темиҫе ҫул тата темиҫе пин Уран талӑкӗ хушши тӑсӑлать. Ҫилсӗр ҫанталӑкпа е ҫил хирӗҫ вӗрнипе «Пилигрим» ҫул ҫинче тытӑнса тӑни Халл капитана «Вальдекпа» тӗл пулса ырӑ ӗҫ тума май пачӗ. Яков Артамонов килте пулса иртекен пур ӗҫсем ҫине те пӗр хӑйӗншӗн ҫеҫ тӑрӑшас енӗпе пӑхрӗ, анчах тӑрӑшмаллисем йышлансах пычӗҫ пулин те, килте те ҫӗнӗрен ҫӗнӗ пӑлханмалли ӗҫсем хутшӑнса пычӗҫ. Ҫук! Марысьӑн вилесси килмест. Ҫак юлашки сӑмахсене Кукушкин илтмерӗ пулмалла. Каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, вӑл палатӑран тухрӗ. Ривэра хӑйне пачах урӑхла тыткаланӑ. Кӗтӳ айлӑмсен тӑрӑхӗпе пынӑ чухне пурте йӗркеллӗ, чипер-ха. Нимӗн ҫинчен шухӑшласси те ҫук, ывӑнни те туйӑнсах каймасть. — Ҫапла, Паганель, анчах эпӗ сире айӑпламастӑп. — Ҫук, падре, эпӗ тупатӑп. Унтан ҫӳлтен, башня вышки ҫинчен, ответлесе трубапа кӑшкӑртни илтӗнчӗ. Пӗтерсе хутӑн эсӗ мана, пиччеҫӗм, хӑвӑн ҫӑкрупала… хырӑма ытла та кастарать… Ну, кӗретӗн… — Хавхалантарчӗ ӑна Городцов, каласа параканни чи кирлине каласа памассинчен хӑраса. — Нимӗн те тавҫӑраймастӑп, — терӗ Кораблев кулмасӑр-тумасӑр. Ту айӗнче вӑл бастионран таврӑнакан ординареца тӗл пулчӗ. Уроксене сан пекех ирӗккӗн калас тесен, манӑн ҫӗрӗ-ҫӗрӗпех лармаллаччӗ. Вӗсене хаваслӑ кӑшкӑрусемпе кӗтсе илчӗҫ, — тӳррипе каласан, ҫыннисемшӗн мар, лашисемпе апат-ҫимӗҫсемшӗн ытларах хавасланчӗҫ. — Вӑхӑтлӑха вӑрмансенче пурӑнкаланӑ пулӑттӑм. — Мускав хӗрарӑмӗсем умӗнче намӑс, чӑтма ҫук намӑс, — куҫа таҫта чикмелле ӗнтӗ, хам та пӗлместӗп, — сивӗреххӗн пӑхса каларӗ те Юргин, кӗпер урлӑ каҫса, чылайччен чӗнмесӗр, пылчӑк ҫинче шукаласа утрӗ. Мирон тарӑхса кайрӗ, хӑй тарӑхнине пытарма та пултараймарӗ; хӑйӗн шӗвӗр, пӗртте купецсенни пек мар сухалне пӗтӗркелесе, унтан типӗ сӑмахсен ҫиппине туртса кӑларса, вӑл хӑй шухӑшламаннине каларӗ: — Степан Горицветов пек ҫынсем вӗсем — вилсе пӗтсе пыракан йӑх ҫыннисем. Ан тив, мана пурте путсӗр револиционист теччӗр, ан тив, ҫакӑншӑн мана вӑрҫчӑр, сивлеччӗр, маншӑн пурпӗрех. Тӗрӗс-и, тӗрӗс мар-и, — курма ҫеҫ акӑш-макӑш пултӑр… Анчах та хальхи вӑхӑта кӑтартатӑн пулсан, кунта вара ан суйнӑ пул! — Эс мӗнле апла? Какайне пӗҫермен-ҫке! Эсир пӗлместӗр те пулӗ-ха, эпӗ сирӗнтен питӗ хӑратӑп… Вӑл хушнипе эпӗ, командӑри вунвиҫӗ ҫынпа пӗрле, шхунӑна пӑрахса тухрӑм. Унтанпа тӑватӑ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ. Кӗрлесе алӑ ҫупма пуҫланӑ. Вӑл, чӑнах та, часах килчӗ. Пӳлӗхҫӗм, епле ӑна тунсӑхласа ҫитнӗ иккен! Вунӑ минут та иртмерӗ, площадь вӗҫӗнче эпир кӗтнӗ ҫын курӑнса та кайрӗ. Пӑчӑр-пӑчӑр пӑнчӑсемлӗ хӑмӑр уяр курӑк туни ҫине хӑпарса тӑче. — Мӗн тӑвӑпӑр? Николай Петрович хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑнчӗ те, тин ҫеҫ тӑрантас ҫинчен аннӑ ҫӳллӗ пӳллӗ, вӑрӑм ярапаллӑ балахон тӑхӑннӑ ҫын патне пырса, унӑн вӑраххӑн тӑсса панӑ ҫара та хӗрлӗ аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ. Халь вӑл ҫапӑҫу хирӗнче чӑтса ирттернисем ҫинчен шухӑшлать, ҫав шухӑш хӑратать ӑна, пулса иртнӗ йывӑрлӑхсем иртсе кайнине ӗненес килмест унӑн. Никама та ан чен. Кирлӗ мар. Ҫак илемлӗ, кӑшт хытӑрах, чаплӑн вӗрентсе ӳстернӗ ҫамрӑк ҫын хӑйӗнчен аслисене пӑхӑнма, хӑйӗнчен кӗҫӗннисене — хӑйне пӑхӑнтарса тӑма, хӑй магазинӗнче сут тунӑ чухне тавар илекенсене пурпӗрех хӑйне хисеплеттерме хӑнӑхни пӗрре пӑхсах паллӑ пулнӑ. Миҫе ҫын асапланма пӑрахӗ?.. — Иван Иваныч йӑмӑкӗн ачи. Чӗррине, ниме те шеллеместӗн эсӗ! Ҫук, эс тӑхта-ха! Ҫӗр урасем айӗнче шӑвать, ҫӳлте, темӗнле чӗрчуна асаплантарнӑ пекех, тем шӑтӑртатать, улать. — Илекен вӑл — ухмах, — шантарсах калатчӗ мана приказчик. Вара, хӑй пӗр сӑмахсӑрах ниме тӑман япала тесе шутлакан Воропаевӑн ыйтӑвӗнчен пӑрӑнса кайса, Корытов хӑйӗн районӗнчи ӗҫсем ҫинчен хумханса калаҫма тытӑнчӗ те, унӑн типшӗм пичӗ, сехреллӗ-шанчӑксӑррӑн пӑхакан куҫӗсем палӑрмаллах чӗрӗлчӗҫ. Ахӑртнех, ӑна укҫа кирлӗ пулнӑ пулмалла, вӑл сахалах мар ӗҫлесе тупрӗ, анчах унӑн костюмӗсем ҫине пӑхсассӑн, вӑл палӑрмасть вара. Мӗне пӗлтерет ку?.. — Нивушлӗ ҫитет те-и! Срок парӑр-ха, вара эпӗ сирӗн аппу хисеплеме те юратма тивӗҫлӗ мар пулсассӑн, ун чух эсир мана, хӑравҫӑ койота вӗлернӗ пек, мӗнпур ҫын куҫӗ умӗнче вӗлерме пултаратӑр. Хӑшпӗр чухне, вӑхӑтран вӑхӑта, сайра хутра пулсан та, лаггнеггсен ҫамки ҫинче, сулахай куҫхарши тӗлӗнче пулакан хӗрлӗ тӗслӗ ҫаврашка паллӑллӑ ача ҫуралать. Пӑхӑр-ха, мӗнле хупласа илчӗ, э? «Итлесе пӑхар комиссар мӗн ҫырнине!» терӗ ҫӑварне чӗлӗм хывнӑ винокур ҫулупа вут чулне чаклаттарса. — Пӑхӑр: акӑ ҫул та. Ах, епле савӑнӑҫлӑ вӑл хушса ҫеҫ тӑма! — Христос тырӑ пӗрчи ҫинчен епле каланине илтнӗ-и эсӗ? — Эх, — лав вӗт эсӗ! Пирӗн промышленноҫра социализмлӑ сектор ун чухне 80 процента яхӑн йышӑнса тӑнӑ. Алӑк патӗнчи пӳлӗмрен вӑл пысӑк пӳлӗмӗн пайне, стена ҫумӗнчи походнӑй кровате тата хӑйне, минтер ҫине чавсаланнӑскере, курчӗ. — Мана вӑл пурпӗрех, — тет Паганель. Ну, кала ӑна, кӗтӗр, — кирек епле пулсан та, хаклӑ хӑнана хисеплесе, ӑна ухмаха каҫаратӑп… Ҫук, ку пӗрре те йывӑр мар. Куратӑр ӗнтӗ, ССР Союзӗнчи рабочи клас вӑл — пӗтӗмпех ҫӗнӗ, эксплуатацирен хӑтӑлнӑ рабочи клас пулса тӑрать, унашкал класа этемлӗх историйӗ ку таранччен пӗлмен-ха. Анчах Миките хирӗҫ чӗнмен. Февраль уйӑхӗн варринче Пӑван Ливорнӑна кайрӗ. Берсенев калаҫма чарӑнчӗ. Ҫапла ачашлани ӑна хастарлатса янӑ: вӑл ура ҫине тӑнӑ та, ҫӗр ҫумне лапчӑна-лапчӑна, вигвамран тулалла тухнӑ. Гайнан сӗтел ҫине хӑмӑртарах хут пачка хучӗ. — Ҫук, вӑт кунта эсир… ҫук, ҫук, кунта эсир тӗрӗс мар калатӑр. — Лактометр! — терӗм эпӗ тарӑхса, тутам чӗтрерӗ манӑн, пит-куҫӑмра тем туртӑннине туйрӑм. Монсиньор, сире ыйтупа чӑрмантарнӑшӑн каҫарма ыйтатӑп. Ир янкӑр уҫӑччӗ. Ҫапла кунта чӑнах та тискер кайӑксен вырӑнӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫак шӑмӑсене кунта шыв юхтарса килмен ӗнтӗ. — Унта манӑн йӑмӑкӑм пурӑнать, эпӗ ӑна сакӑр ҫула яхӑн курмӑн. Кадровӑй политработник, икӗ чӗлхе пӗлекенскер тата вӑрҫӑра пулса курнӑскер, халӗ вӑл нихҫанхинчен те ытларах кирлӗ ҫын, мӗншӗн тесен ҫар темиҫе ҫулсем хушши Европӑра тӑма пултарать тата Иртыш е Аму-Дарья хӗррисенчен Берлина килекен боеца Европӑна епле тыткалама кирли ҫинчен те вӗрентес пулать. Хир тӳпинчен иккӗмӗш бригадӑн станӗ курӑнса кайсанах, Разметнов хӑйсене хирӗҫ тӑвалла пӗр ҫын утса пынине асӑрхарӗ. Ӑна пирӗн туймалла та мар, ҫавӑнпа пирӗн ӑна силлесе хускатмалла. Паганель чӑн-чӑн француз ҫынни пек пуринчен малтан пырать. Чылай ҫуртсен ҫутӑ та пысӑк чӳречисем умӗнчи, пӗчӗк пахчисенче тӗттӗм симӗс раинсем, шурӑ та ырӑ шӑршӑллӑ чечеклӗ, ҫутӑ ҫулҫӑллӑ ачаш акаци йывӑҫӗсем пӳртсенчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе лараҫҫӗ, ҫавӑнтах сӗмсӗррӗн йӑлтӑртатакан сарӑ хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсем тата травянкӑпа виноград йывӑҫӗн явӑнса ӳсекен турачӗсем курӑнаҫҫӗ. — Сирӗн преосвященство, панӑ ыйтусем вара мӗн тума кирлӗ? Чи хӑрушши ҫавӑ пулчӗ те ӗнтӗ. Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, мӗншӗн тесен уретник каллех крыльца ҫине йывӑррӑн чупса хӑпарчӗ те, чышкисемпе юнаса, пырне ҫурас пек кӑшкӑрчӗ: — Илсе килӗр ӑна кунта! — Мӗн вара, кукка, — терӗ Кольхаун, ун сассинче вара ӗлӗкхин пекех хӑйне хӑй шанса тӑни паллӑ пулмарӗ, — вӑл чӑнах та ҫапла тесех каламастӑп вӗт-ха эпӗ, хам мӗн шутланине ҫеҫ каласа паратӑп. Офицер куҫне хӗсрӗ те пӗр ҫеккунтлӑха Николайӑн ним хускалман шатраллӑ питне шӑтарас пек пӑхса илчӗ. Улӑп ӗҫленине пӗчӗк Джек тӗлӗнсе сӑнать. Анчах тепӗр кунне, ҫӗнӗ сводка итлесен, ҫӑмламас куҫхаршийӗсене пӗркелентернӗ те йывӑррӑн сывласа илнӗ: — Ҫапла, пӗрмай килеҫҫӗ… — Кунта та илем пур-ҫке, — астутарчӗ ӑна Берсенев. — Сӑмах май, кала-ха: пуҫланӑ барельефна туса пӗтертӗн-и эсӗ? Паян та юлташӗсемпе выляс вырӑнне вӑл шкул картишӗнче, хапха патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ. «Эпӗ сывмартарах-ха», — терӗ вӑл выляма чӗнекенсене хирӗҫ. Качака кӗтӗвӗ кӗтсе ҫӳриччен ӑна тискер кайӑк тытма ҫӳресен килӗшерех памалла, сӗм вӑрманта вӑл пайтах упа-кашкӑр курнӑ пулмалла тесе шухӑшларӗ Огнянов. Пӗр ҫын ҫеҫ выртмалли пӗчӗкҫеҫ ҫутӑ палата. Вӑхӑт сахал манӑн. Шӗшкӗрен инҫе те мар икӗ хулӑн туратлӑ йывӑҫ ларнӑ. Турачӗсем ҫӑра пулнӑ, ҫӗртен пӗр ултӑ-ҫичӗ фут ҫӳллӗшӗнче ӳснӗ. Кашни арҫын ача пурнӑҫӗнчех ҫакӑн пек тапхӑр пулать: пытарса хунӑ укҫана алтса кӑларасчӗ тесе шутсӑр ҫунать. Картишӗ-карти ҫук унӑн, ҫеҫенхир варринче вӑл пӗр-пӗччен ларать. Хирсем тӑрӑх юланутҫӑсем питех те йышлӑ иртеҫҫӗ тата урапасем вӗҫӗмсӗр шӑваҫҫӗ. — Ӑҫта вара вӑл халь? — ыйтрӗ Аня. Хавшаса ҫитмен-и козаксен вӑйӗ? авӑнмаҫҫӗ-и козаксем?» терӗ Тарас курен пуҫлӑхӗсене кӑшкӑрса. — Ан кулӑр, кулма кирлӗ мар, — хистенӗ пекех, ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Олеся. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, пултарулӑхӗсем сахал мар пулни малтанах палӑрнӑ ача аталанса пынӑҫем, Макҫӑм пичче лайӑхах ӗненсе лартрӗ: ачан суккӑрлӑхӗ те йӑлтах «пӳрнӗ вӑрттӑнлӑхран» килнӗ япала. Апла пулсан, кӑлӑхах вӑл хӗлле Петербургра кунӗ-кунӗпех ҫӗнӗ сочиненисем вуласа ирттернӗ, кӑлӑхах ҫамрӑк ҫынсем калаҫнисене итленӗ, вӗсен вӗресе тӑракан сӑмахӗсем хушшине хӑй те пӗрер сӑмах кӗртсе лартсан — кӑлӑхах хӗпӗртенӗ. — Манӑн икӗ тенкӗ ытларах. Аркадипе Базаров Одинцова патӗнче шӑп ҫавӑн пек вунпилӗк кун ирттерчӗҫ. Тата тӑватӑ кун Ҫапла вара, Дик Сэнд «Пилигримӑн» капитанӗ пулса тӑчӗ. Чӑнах та ҫулҫӳревҫӗсен куҫӗ умӗнчех туземецсен масарӗ выртать, анчах вӑл питӗ ешӗл, питӗ чӗрӗ сӑнлӑ, унта ушкӑн-ушкӑн йывӑҫсем илемленсе лараҫҫӗ, вӗсен сулхӑнӗнче кайӑксем савӑнса шӑпӑлтатаҫҫӗ, масар ҫинче нимӗнле салхуллӑ хуйӑх та ҫук теме пулать. Вӑл вӑхӑтра яш ача пӗтни ҫинчен никам та пӗлмен, вӑл ҫухални ҫинчен илтмен те. Хапха тӑрринчен аяларах ҫакӑнса тӑракан шурӑ хӑма татӑкӗ ҫине хура сӑрпа ҫапла ҫырса хунӑ: «ҫуртсем 266, арҫынсем 897 чун, хӗрарӑмсем 1012 чун». Старик кулса илнӗ пек пулчӗ. Ура сассипе нӑшӑкланисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле сасӑ та илтӗнмест; виле пытарнӑ чух яланах ҫапла нӑшӑклаҫҫӗ ҫав. Эпӗ калаҫӑп. Ачи мана курсанах ораторсен илемлӗ калаҫмалли правилисем тӑрӑх ҫав тери хытӑ ҫухӑрма тытӑнчӗ — ку ӗҫ Чельсире пулнӑ пулсан, ун сассине Лондон кӗперӗ ҫинчи ҫынсем илтетчӗҫ пулӗ: вӑл мана тетте вырӑнне шутласа хӑйне выляма пама ыйтрӗ. — Ӑҫта? Кӑнтӑр ҫутҫанталӑкӗн ытарайми илемӗ старике тӗлӗнтермест, анчах Сергей кунта пӗрремӗш хут кӑна-ха, ҫавӑнпа уншӑн кунта савӑнмалли питӗ нумай. — Романтикӑллӑ сӑвӑ-и? — ыйтрӗ Малевский. Лосьпа Скайльс сӗтел патне таврӑнчӗҫ. Унашкал пулӑшу пулсан… Юлашкинчен, ССР Союзӗ ҫӗнӗ Коституци проектне пачӗ, вӑл сӑмах пани пулмасть, вӑл ҫав пуриншӗн те паллӑ фактсене регистрациленипе саккунласа ҫирӗплетни, халиччен кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине регистрациленипе саккунласа ҫирӗплетни пулать. Ҫаврӑнса килеҫҫӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Костя та, курӑк ӑшнелле пытанса. — Мӗнле? — ыйтрӗ Николай Петрович, ку вӑхӑтра Павел Петрович ҫӗҫӗ вӗҫӗпе ҫу татӑкне сывлӑша ҫӗклерӗ те, ҫав майпа хытса кайрӗ. — Мӗскер-с? — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Слива, анчах ҫийӗнчех пусӑрӑнса ларчӗ. Хапха леш енчен, вара, вӑл тӗлӗрсе кайнӑ лаши ҫине хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ. — Ачисем ашшӗ-амӑшӗнчен вӑтанма пуҫларӗҫ, тетӗп! — терӗ вӑл тепӗр хут, унтан ассӑн сывласа илчӗ. Эсӗ пултарас ҫуккине ху та пӗлетӗн. — Ӑҫта курсаттӑн? — ыйтрӗ княгиня. Аэлита илтӗни-илтӗнми пӑшӑлтатать: — Упӑшкам, Тӳпе ывӑлӗ, сывӑ пул… Мускавра ӑна каллех эмелленме сӗнчӗҫ, пӗр-пӗр лайӑх лечебницӑна вырнаҫтарма пулчӗҫ. Пӗрре эпир унпа урамра тӗл пултӑмӑр; вӑл йывӑр енот кӗрӗкӗ тӑхӑнса, пуп пек чаплӑн та ерипен утса пыратчӗ, эпӗ унпа сывпуллашрӑм; ман ҫине ывӑҫ тупанӗ айӗнчен пӑхса илсе, вӑл шухӑша кайнӑ пекле каларӗ: — Э, эсӗ-и… эсӗ икона ҫыракан халӗ, ия, ия… Атте Вӑл ҫыру сӗтеле умне тӑнӑ та, Яков Михайлов приказчике темле конвертсемпе хутсем ҫине, укҫа тӗркӗмӗ ҫине кӑтартса, тем ҫинчен хӗрсех ӑнлантарать, лешӗ алӑкпа барометр хушшинчи хӑйӗн яланхи вырӑнне йышӑннӑ, аллисене ҫурӑм хыҫне тытнӑ та, пӳрнисене тӗрлӗ еннелле хускаткаласа, хӑвӑрттӑн вылянтарать. Унтан тупӑк, пуҫкупташкисем ӳкермелле пулчӗ, вӑрӑ-хурахсен ячӗпе ҫырусем ҫырма, пӳлӗмрен ҫиҫӗмсирен тӑрӑх тухса ҫӳреме, ҫӗр чавма, вӗрен явса кукӑль ӑшне хурса пама, сирӗн кӗсйӗре кашӑксем чиксе яма лекрӗ… — Тур ҫырлахтӑрах! — Ку мӗншӗн тата? Цилиндрсенче пар шӑхӑрса ячӑ, винт ҫавӑрӑнма пуҫларӗ, вара сакӑр сехетре каҫпа Табор утравӗ куҫран ҫухалчӗ. — Вара эпӗ сирӗн ҫинчен шухӑша кайрӑм… Пурӑнма йывӑр-и сире? Ӑна хӑй питӗ шанса тӑнӑ тулӑ анине вутпуҫҫи пуснӑ тесе пӗлтернӗ. Павел Петрович хӑйӗн пӑр пек сивӗ тирпейлӗхӗпе Прокофьича та пусӑрӑнтарса хучӗ. — Мӗн пулнӑ ҫак пирӗн дипломата? — терӗ Дубков. Ытлашши тырӑ пур сирӗн. Замоксем, кунгушсем, пӑлан мӑйракисем, ӑру кӗнекисем, кӑтра вӑрман сыснисем — кусем пурте XV ӗмӗрте йӑлара пулнӑ, — хӗрлӗ пӑрӑҫран тунӑ соус тата тӗлӗнмелле юрӑсем, питӗ хӑюллӑ халӑх кӗввисем, Будапештра ҫав тери чаплӑ опера, анчах кусем ҫинчен пӗтӗмпех кайран, кайран, кайран. — Миншӑн паранкӑ тимӗрпе пирле ӳсет? Вӑл взводсем тӑрӑх ҫӳренӗ, салтаксене гарнизон службинчен ыйтусем сӗннӗ, вӑхӑтран вӑхӑта намӑс сӑмахсемпе питех те маттуррӑн ятлаҫа-ятлаҫа илнӗ, — кунашкал уйрӑм хастарлӑхла ӑсталӑх вӑл фронтра пулнисене кӑна тивӗҫет. Андрей ҫывӑрма кайнӑ чух, хӑй сисиччен, амӑшӗ ун ҫине хӗрес хыврӗ, вӑл пӗр ҫур сехет пек выртсан, унран хуллен кӑна:— Ҫывӑрмастӑр-и, Андрюша? — тесе ыйтрӗ. Лятьевский йӗрӗнсе аллине сулчӗ: — Езус-Мария, ҫав вырӑс ҫар ҫыннисем мӗн тума пултарӗҫ-ха? Виҫҫӗн пӗр ҫул ҫинче Ҫемҫе курӑкпа витӗнсе ларнӑ прери тӑрӑх ҫул ҫӳресси вӑл — ҫут тӗнчере киленмелли чи лайӑх япаласенчен пӗри пулать. Вӑл ҫилпе кушӑрканӑ тутине уҫкаласа сывлӑш ҫавӑркаласа илчӗ. Ҫамрӑк йӗкӗт часах лайӑх квас тултарнӑ пысӑк шурӑ кружка, пысӑк чӗл тулӑ хӑпартӑвӗ тата йывӑҫ тирӗк ҫине хунӑ вун-вуник тӑварланӑ хӑяр йӑтса пычӗ. Мӗн туйса илчӗ вӑл ҫак самантра? — Мӗн питех марри? Вӗсем мӗскӗн тӑлӑха йышӑнса савма тӳр килсе тухнине — турӑ пиллени вырӑнне шутланӑ. Вӑл чакак пек йӑлкӑшакан вак япаласене вӑрласа пытарма юратать. Эпӗ сире Деннине тепӗр чухне ҫӗнтерме май парӑп. Шӑпах ҫак вӑхӑтра вара хӑлхасене ҫурса яракан кӑшкӑрашу тапранса кайрӗ. Ҫил ҫукпа пӗрех, ҫавӑнпа экипаж кит тытнӑ хушӑра «Пилигрима» таҫта аяккалла сулантарӗ тесе хӑрамалли ҫук. Ҫак туртӑну пӗтӗм тӗнчери туртӑну вӑйӗнчен килет. Атьӑр халех тытӑнса пӑхар. Халӗ авӑ вӗсен ҫав тӑваткал ҫинче тытӑҫу пырать. Мӗншӗн ҫынсенчен тӑраҫҫӗ? «Тупӑнчӗ хӳтӗлекенни! Иманус. Пирӗн ҫак сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн теприн каламаллаччӗ, унтӑн пӗр-пӗрне ал тытса, ҫӗлӗксемпе пӗр харӑс ҫӗре ҫапмаллаччӗ. Афанасий Никитин Ҫурҫӗр Раҫҫейрен Перси урлӑ кайса инҫетри Индие ҫитнӗ те хӑй ҫул ҫӳрени ҫинчен «Виҫӗ тинӗс леш енне» ятлӑ пит интереслӗ кӗнеке ҫырнӑ. — Ыйтуран пӑрӑнса? — Тӑрӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ майор, дуэль тӑвакансем патнелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнмасӑр. — Ӑҫта? Воропаев кӑвайт умӗнче ирттернӗ каҫа, ҫуртсем валеҫнине тата хӑрах алӑсӑр илемлӗ ҫӳллӗ ҫынна аса илчӗ. Пурҫӑн ҫипсемпе эрешленӗ сӑран куртка тӑхӑннӑ ҫак ҫын хӑйӗн тумтирне, тахҫан авал аслашшӗсем хӑйсен ӳчӗсене тӗрлесе эрешленӗ пек, эрешлет тата пуҫкасан сеньора хӑйӗн хуҫи вырӑнне хурса хисеплет. Яков Маякин вӗсем ҫине кулкаласа пӑхса илнӗ. — Ухмахсем!.. — тенӗ вӑл. — Мӗн кирлӗ сана, Мунчо? — ыйтрӗ игумен, кансӗрленӗшӗн кӑмӑлсӑр пулса. Вӑл ӑна мӗнле ҫапса уйӑрнине курӑпӑр-ха. Капитана тав тунине палӑртас шутпа, эпӗ вӑл ҫине тӑрса ыйтнисемпе килӗшеттӗм, ҫак ҫынсем патне хам чунӑм туртманнине палӑртас мар тесе, час-часах унпа пӗрле ларса ирттереттӗм. Анчах вӗсем патне хам чунӑм туртманни пурпӗрех палӑратчӗ, ҫапах та капитан ҫакна сисмен пек пулатчӗ. Манӑн пӗр шухӑш пур, тӗрӗс пек туйӑнать вӑл. Мӗн пирки сана вӑл сасартӑках пырса тиврӗ пулать-ха? Эсӗ пӑхнипе хӗрарӑмсем чӗри айӗнче йывӑрлӑх туяҫҫӗ. Комендант килйышне ырӑ сунса, килсене салантӑмӑр. Ҫӑм миххине ҫыхнӑ пӑява ҫирӗпреххӗн тытса, Егорушка каллех кӑмӑллӑн кулса ячӗ, кӗсйинчи пӗремӗкне майлаштарчӗ, вара килте вырӑн ҫинче ҫывӑрса кайнӑ чухнехи пекех ҫывӑрма пуҫларӗ. Нагульнов хӑйӗнчен Андрей куласран хӑраса ун ҫине чӑр! пӑхса илчӗ, анчах Андрей пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫакна илтнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑ-мӗн, ҫавӑнпа та Нагульнов унӑн чарса пӑрахнӑ ҫилленчӗкрех куҫӗсенче вӑл акӑш-макӑш тӗлӗнсе кайнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те асӑрхаймарӗ. Иккӗленмелли ҫук, эпӗ ҫакна ӗлӗкрехех пӗлнӗ; анчах эпӗ ун ҫинчен хальхи пек пӗлмен, ӑнланман, туйман. Алексей шухӑша кайрӗ. Лашасене витене янӑ хыҫҫӑн Талькав кӑтартнӑ ҫулпа Гленарван, Паганель тата майор Независимость фортне сьеррӑн тайлӑмӗнчен пӑртак хӑпарсанах вӗсем фортӑн хапхи патне ҫитрӗҫ. — Куратӑн-и? Уйрӑмӑнах Майданникова тавтапуҫ, мӗншӗн тесен вӑл — фактически чӑн-чӑн ударник! Ун патӗнче ҫӗр каҫса, вӑл тепӗр кун ирхине уезд сучӗн ҫуртне пычӗ. Хӑйӗн ҫара кӑкӑрӗ ҫине Давыдовӑн тусанланнӑ тельняшки пырса выртсан ӑна темле, халиччен пулман пӑлханчӑк туйӑм ҫавӑрса илчӗ: вӑйлӑ арҫын ӳчӗн пӗтӗм вӗрилӗхӗ-ӑшши ун ӑшне кӗрсе, ӑна пӗтӗмпех тултарса лартнӑ пек пулчӗ… — Ну, Аксель, мӗн калатӑн ӗнтӗ ҫакӑн пирки? — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче, аллисене сӑтӑркаласа. — Аха! — Капанӗсене ҫапма ҫынӗ те ҫитмест, ерҫӳ те ҫук. Ҫитменнине тата вӑл — вырӑс халӑхӗ, эпӗ хам вырӑс мар-и-мӗн? Юханшывсем тинӗсе юхса кӗнӗ ҫӗрте ҫыран хӗрринче шӗвӗр чул сӑртсем пит нумай. Пилӗк ҫул… Вӑл пӑшӑрханнипе пӳлӗм тарӑх утса ҫӳрерӗ. Вӑл пурин ҫине те хӑрушла, куҫ шуррисене кӑтартса пӑхрӗ. Ҫӗнелнӗ Николай Антоныч, калаҫнӑ май, кулмашкӑн та яланхи пек кулмарӗ, сӗтел урлӑ кармашса пӗшкӗнчӗ, куҫне чарса пӑхрӗ. Катька ӑна темӗнле хыпар пӗлтернӗ пек куҫхаршине ҫӗклетрӗ. Аҫу-аннӳ пур-и? Анчах палуба ҫинчен аниччен вӑл мана малалла илсе тухрӗ те, бухтӑн ҫурҫӗр енче курӑнса тӑракан ӗмӗрхи шап-шурӑ юрпа витӗннӗ икӗ вӗҫлеке тӑрӑллӑ ҫӳллӗ ту ҫинелле пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ. Юр ҫийӗпе шумалӑх вӑйӗ юлман ӗнтӗ унӑн, ху куратӑн, ав епле тӑрса юлнӑ вӑл! Ҫитменнине тата тахҫанхи туссем эпир, ҫавӑнпа эсӗ манран, манӑн критикӑпа самокритикӑран хытӑ сыхлан! Лозневой батальонне пырса тӑраннӑ. — Ку — вӑрттӑнлӑх, — пӗлтерӗшлӗн хуравларӗ Аэлита, — анчах эсир — ҫын, манӑн сире каласа памалли нумай. — Эсӗ нихҫан та йӗрекен марччӗ-ҫке — сасартӑк акӑ… Риварес хӑйне, мулкача тытнӑ пек, тытма парас вырӑнне, святой кардинала пульӑпа хӑналанӑ пулсан, тӗнчере тӳрӗ кӑмӑллӑ пӗр ҫын ытларах, пӗр пуп сахалтарах пулнӑ пулӗччӗ. Ача чухне астӑватӑп… пӗрре ҫапла васанра тӑманана шуйхатрӑм… Вӑл вӗҫет-вӗҫет те, ҫапла, темскер ҫумне пырса ҫапӑнать… Вут чулӗнчен тунӑ ӗҫ хатӗрӗсемпе вӗсем утӑ ҫулаҫҫӗ, кунти хирсенче акмасӑрах ҫитӗнекен хир сӗллине выраҫҫӗ. Анчах халӗ — хама та хӑрушӑ, — тет. Вӑл йӑлтах романтизм, ӑҫтиҫук, ҫӗрӗк япала, сӑрласа илемлетни. Питӗ ӗнентермелле ӳкӗтлет вӑл манӑн — тӗлӗнмелле! — Пӗлмесӑр, е вӑйпа, е ӑнсӑртран, е чирпе кастаркӑҫ пулса юлни — турӑ умӗнче мӗскӗне тухни мар, — тенӗ патша. Пит аван! Шыв лӑпланса ҫитсен, эпӗ ӑна куртӑм. Вӑл судно мӗлки ӳкнӗ вырӑнта таса хӑйӑр ҫинче выртать. Гусев ҫар карапӗсем сывлӑшран тапӑнассинчен хӑрать. Эп кунта! Амантнӑ хӗрарӑма вӑл хӑйӗн хӳшӗ пек пӳртне илсе кӗчӗ, хӑйӗн мӑк сарса тунӑ вырӑнӗ ҫине майласа вырттарчӗ те «ахаль майсемпе» эмеллеме пуҫларӗ. Тӑрӑшса пӑхнине пула хӗрарӑм вилӗмрен хӑтӑлса юлчӗ. Таса мар шпалерлӑ пӗчӗк пӳлӗме, хура, Федор Тимофеича, тутлӑ апатсене, вӗреннине, цирка аса илнӗ вӑл, анчах вӗсем пурте ӑна халь вӑрӑм, пӑтранчӑк, йывӑр тӗлӗк пек туйӑннӑ… Пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫынна тӗл пултӑм эпӗ, эсир мӗнле инкеке лекнине каласа патӑм та, сире валли вӑл, штраф тӳлеме тесе, аллӑ франк парса ячӗ. Зинаида хампа калаҫманни мана пӗтерсех хучӗ. Ну, кала. Анчах кӗсьере пӗр тӗрке укҫа выртни ку ӗҫ чӑн-чӑнах пулнине куҫ-кӗретех палӑртать. Валахина мӑн кресло ҫине ларчӗ те мана хӑй ҫывӑхӗнчи вырӑна кӑтартрӗ. — Ывӑлне Болтва питӗ лайӑх ҫил арманӗ лартса панӑ! — терӗ Дениска. Ку шӑрҫан ахаль хакӗ — «фразилах», тепӗр майлӑ, ҫитмӗл фунт. Ҫак тӗлӗнтермӗш ачана пурте юратса пӑрахрӗҫ, ҫавӑнпа кашни унӑн историне пӗлесшӗн тӑрӑшать. Тоня унӑн тӗсӗ кайнӑ хӗрлӗ кӗпипе лучӑрканса пӗтнӗ йӗмӗ ҫине тиркенӗ пек пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те каламарӗ. Аттепе анне сана ӗненеҫҫӗ, эсӗ пирӗн хута кӗрекенни пулӑн, ҫапла мар-и? — терӗм. Вара ҫак ӗлӗкхи туссем иккӗш те ҫиме тытӑнчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӗрре те пӑхса илмерӗҫ. Акӑ тата мӗн тӗлӗнтерет: Марсӑн тӗнӗлӗ тӗп-тӗрӗс вертикаллӗ мар, вӑл Ҫӗр тӗнӗлӗ майлах чалӑшнӑ. Ҫавӑнпа та Марс ҫинче те ҫулталӑк вӑхӑчӗсем Ҫӗр ҫинчи пекех: ҫуркунне, ҫулла, кӗркунне тата хӗлле пулаҫҫӗ. Инсаров ун патне тара тытнӑ ямшӑкпа пӗр сехет хушши кайрӗ, ҫитменнине тата вӑл килте пулмарӗ; каялла таврӑннӑ чухне кӗтмен ҫӗртен чашлаттарма тытӑннӑ шалкӑм ҫумӑра пула лачкам шыв пуличченех йӗпенчӗ. Эппин мана та йывӑра лартса хӑварма ан хӑтланӑр. Макар хайхи ыйтать унран: «Сан шутупа, ӑслӑ ҫын, хӑш чух туссем те переҫҫӗ-и? Ку вӑл ача сывӑ чухне кӑна ҫавӑн пек-ха. — Эпӗ… эпӗ… чӑн та, пӗлейместӗп-с, — мӑкӑртатрӗ вӑл сапаланчӑклӑн. Ҫӗрле пулнӑ ҫӗре ҫӑралса ларнӑ пылчӑк ӑшӗнчен урисене лӑчӑр-лачӑр турткаласа кӑларса, Андрей хуллен кӑна утса пырать, хӑйӗн шухӑшӗсене шухӑшлать. Эсир сумлӑ та мӑнаҫлӑ ҫамрӑксем: черкессен пулисем айӗнче чух эсир апла та капла та… кайран вара тӗл пулатӑр та пирӗн пеккисене алӑ пама та вӑтанатӑр. Вара, чӗркуҫленсе ларчӗ те, хӑйне тинех ҫӑмӑл пек туйса, сӗтел хӗрринчен тыта-тыта, хыттӑн ӗсӗклесе макӑрса ячӗ. Рапорт ҫырма хушатӑр-и? Фома, пурин ҫине те пикенсе, шухӑшлӑн пӑхса, ӗҫе хӑвӑрттӑн ӑнкарса пынӑ. Тепӗр енче пин ҫурӑ салтак, вӗсем виҫӗ кӗтеслӗ шлепкисем ҫине виҫӗ тӗслӗ кокарда ҫакнӑ, вӑрӑм аркӑллӑ камзолсем тӑхӑннӑ; вӗсен ҫумӗнче пӑхӑр авӑрлӑ тесаксемпе вӑрӑм штыклӑ пӑшалсем, пурте ятарласах вӑрҫӑ ӗҫне вӗреннӗ, дисциплинӑна пӑхӑннӑ, ҫапӑҫура тӑшман умӗнче чарӑнса тӑман, ӑнлануллӑ пулнипе начальниксене итленӗ, инкек килсе тухсан, ҫара ертсе пыма та пултарнӑ, — вӗсем те ҫара ирӗккӗн килнӗ, анчах вӗсем, ҫаруран пулин те, тӑван ҫӗршывӑн доброволецӗсем. Монархишӗн — мужиксем, революцишӗн — ҫаруран ҫӳрекен паттӑрсем. Говэнпа Симурден ҫаплах канашлаҫҫӗ-ха. — Апла, чӑнах та, пӗр енчисемех, — терӗ карчӑк. Ку вырӑнта Днепр, чул катӑкӗсем кӗпӗрленсе пӳлсе тӑнинчен тухса, уҫӑ вырӑналла тинӗс пек сарӑлса каять, шавлать, ун варринчи утравсем ӑна ҫырансенчен тата аяккарах хӗссе кӑлараҫҫӗ, ун хумӗсем вара хӑйсен ҫулӗ ҫинче нимӗнле чул-ту та, нимле сӑрт та тӗл пулмасӑр ҫӗр ҫийӗпе аякках сарӑлса каяҫҫӗ. Эпӗ хирӗҫ чӗнмесӗр унтан аяккалла пӑрӑнтӑм. — Ну, ну!.. — Пирӗн килтисене пулӑшма вӑл хӑй ҫийӗнчи тумне хывса парӗ! Карчӑксем, арҫынсемпе хӗрарӑмсем, вӑл макӑрнине илтмен пек пулса, ҫав мӗскӗн ача урлӑ асӑрхамасӑрах сике-сике каҫаҫҫӗ. — Ахалех мар тӗнчере эсӗ чи ырӑ та ӑслӑ ҫын тесе шухӑшланӑ эпӗ; халь акӑ, эсӗ пысӑк ӑслӑ пулнӑ пекех, ырӑ кӑмӑллӑ пулнине те куратӑп. Аксиньӑна Мускавра хаклӑ парса туяннӑ тироль ӑратӗнчи ӗнине пӑхса усрама хушрӗҫ, анчах та ӗни, тӑтӑшах хӗсӗр пулнӑ пирки, мӗн туяннӑранпа та сӗт паман; ӑнах тата ҫӑмламас хӑмӑр кӑвакал аҫине, пӗртен-пӗр «улпут» кайӑкне, пӑхса усрама хушса хӑварчӗҫ; ачисене, вӗсем пӗчӗккӗ пирки, нимӗнле ӗҫ те хушмарӗҫ, анчах ҫапах та ҫакӑ вӗсене ӗҫсӗрленсе ларма кансӗрлемерӗ. — Вӑл чухӑн-и-мӗн? Кунне икӗ хут вӑл кантӑк умне пӗрер ывӑҫ тулӑ сапса парать те, сӗмсӗр чӑхсене хӑваласа, кӑвакарчӑнсем тӑраничченех хуралта тӑрать. — Тӗнчери пур ҫынна та пӗлетӗр-ҫке эсир… Княжнасем патне ҫӗр хута ҫӳреме вӗрентӗп сана!..» Старик сулкаланса лавкаран терраса ҫине тухрӗ; ҫавӑ Александра шиклентерсе ячӗ, вӑл тӗлӗнсе те хыпаланса ыйтрӗ: — Каятӑн-и? — Ман пыра ҫунтарса ярать тетӗр-и-ха? Маркиз ӑна Радуба тыттарчӗ; Радуб хӑйӗнчен аяларах тӑракана пачӗ, лешӗ — теприне; хӑраса ӳкнӗ Гро-Ален, алӑран алла куҫса, пусма тӑрӑх аяла анса ҫитнӗ ҫӗре маркиз, тепӗр хут курӑнми пулса, Рене-Жана йӑтса чӳрече патне ыткӑнчӗ. Рене-Жан та макӑрать, тапкаланать; маркиз ӑна Радуб аллине парсан, ача сержанта ҫапса ячӗ. Никам та ҫук-и? — терӗ Гленарван. Каҫарӑрах. Ман шухӑшпа, ку япалапа никам та килӗшес ҫук. Вӗсем йывӑррӑн утса пыраҫҫӗ; вӗсен сарлака кӑкӑрӗсем ҫӳле ҫӗкленеҫҫӗ. Тепӗр ирхине эпир халиччен шывсӑр типсе асапланни ҫинчен йӑлтах манса кайрӑмӑр. Саня та ҫав сӑлтавпах пирӗнпе пырасшӑн. — Каймарӗ, — терӗ вӑл. Эпӗ ҫапла шутларӑм: «Ҫав тӑватӑ идиота персе вӗлерччӗрех е ссылкӑна яччӑр, анчах эпӗ ҫӑлӑнатӑп, манӑн пурнӑҫ организацишӗн ҫав ӗҫ выльӑхӗнчен, ҫав тӑватӑ выльӑхран ытларах кирлӗ». Вырӑссем паттӑр, норвежецсем турра ӗненекен ҫынсем, испанецсем хӗрӳллӗ, бельгиецсем тӗрӗс ӑс-танлӑ пулнине хапӑлласа ӗненеҫҫӗ вӗсем, анчах никама та ӑмсанмаҫҫӗ, хӑйсене пуринчен те ҫӳле хураҫҫӗ. Эпӗ те вӗт пысӑк кайӑк мар… мӗн пурӗ те судра хуралҫӑ пулса пурӑннӑ унтер-офицер Матвей Ежовӑн ывӑлӗ анчах. — Ҫывӑрмалли вырӑн пулчӗ, — терӗ Гленарван, — халӗ тата каҫхи апат ҫинчен шухӑшлама пулать. Ватӑ аслашшӗ те савӑннӑ. Халех кайса улӑштарса килетӗп… Марчев ҫаксене хайхи тиканран вунӑ утӑм аяккарах тӑратрӗ. Чӑнах та, темиҫе минутран юланутлисем шырама янӑ казаксем пулни паллӑ пулчӗ, урядник Лука патне ҫывхарчӗ. Халӑхӑн ӳпкелешнӗ шавӗ ҫаплах чарӑнмасть. Эпӗ тутӑ пурнӑҫран тата тӑватӑ мӑшӑр вӑкӑр пур ҫӗртен нуша курса ҫӳреме, ҫын патӗнче ӗҫлеме тухса кайрӑм… Аллине мӑлатукпа хурҫӑ кирка тытнӑ, хӑйпе пӗрле яланах магнитлӑ стрелка йӗппи, тимӗр-тӑмӑра хӗртсе ҫыпӑҫтармалли трубкӑпа азот кислотти илсе ҫӳрекен ҫак ҫын питех те вӑйлӑ пулнӑ. — Асту, шыҫмак, хӑв маларах куҫҫульпе ан ҫӑвӑн! Анчах сӑмса ниҫта та курӑнмарӗ: вӑл татах кам патне те пулин визитпа чуптарчӗ пулас. Хӗвел анӑҫалла пытанас патнех ҫитнӗ, айлӑмра вӑрӑм мӗлкесем тӑсӑлса выртаҫҫӗ, инҫет каҫхи тӗтрелӗхе кайса ҫухалать, хӗвелӗн юлашки чалӑш пайӑрки айӗн кӑна, сӑрӑ мӗлкесем витӗр, е тӑм пӳртсен шурӑ стенисем, е кӑварлӑн ялкӑшакан кантӑксем, е тата, инҫетри чиркӳ хӗресӗ хӗмленсе ҫиҫни курӑнса каять. Елена мӗн каламаллине пӗлмерӗ. Хам тӑван ҫӗршывӑмри халӑха вилӗмрен хӑраса тӑнинчен сыватас майпа, вӑл мана хампа пӗрле икӗ струльдбругне илме сӗнчӗ. Юр ҫинче ҫаврӑнса илсе, вӑл тӑватӑ уран упаленсех траншейӑна чӑмрӗ те тӳрех полк командирӗн блиндажне пырса кӗчӗ. — Курӑпӑр, — терӗ ӑна «Макари» хуҫи. — Ҫук, — терӗ те Ольга, пуҫне умывальник айнелле чикрӗ. Ҫав сӗрӗмле шухӑшсем таҫта этем тулашӗнче пурӑнаҫҫӗ, вара, ҫав шухӑшсем ерсен, вӑл темле пӑлхануллӑ, ӑнланмалла мар пулса тӑрать. Лампа умӗнче, пичӗпе чӳрече еннелле ӳпӗнсе, хӗр ҫырса ларать. Аскӑн ҫын хӑйпе хӑй кӗрешме, хӑйне хӑй чарма пултарать, анчах хӗрарӑм ҫине таса та тӑванла туйӑмпа вӑл нихҫан та пӑхма пултараймасть ӗнтӗ. — Ӑнланатӑп, Макарушка, анчах эсӗ кала-ха: пире валли пӗр вунӑ лав тӑм турттарса пыччӑр. Шухӑша пӑрахма пултараймастӑп… Анчах вӑл ытла кирлех те мар… — Епископ пуласси мӗнле вара? — Эх, Артур! Эпӗ епископ вырӑнӗ илсе чи хаклине… ҫухатсан, мӗнле савӑнӑҫ пултӑр-ха вӑл? Вӑл урӑх нимӗн те калаймарӗ. Пуҫӗпе сулса илсе, сассине пусарса, итлекенсене пит-куҫӗсенчен пӑхса, кӗнеке ҫине пӑхмасӑрах хӑйӗнчен темскер калать. Анчах ҫав лӑпкӑ салхулӑхпа янӑракан сасӑсем хушшинче сасартӑках суккӑрсен юррин пуҫламӑшӗ илтӗнсе каять. Путиловски заводра чылайранпа ӗҫлетӗн-и? Кӑмӑл тӑватӑп. — Ҫын та ҫитмест. Вӑл тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Ромашов ун патне ҫывӑхалла куҫрӗ. Пӑрмай хӗвел кулать, унӑн ҫуттинче сарӑ сӑмсаллӑ кураксен хура тӗкӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, вӗсем тӑрмаша-тӑрмаша йӑвасем ҫавӑрса карклатаҫҫӗ. Мӗнле Америкӑна килме шут тытрӑр-ха эсир? Ай, турӑ! Вӑл хӑй умӗнче тарӑхнипе хӑрушланса кайнӑ ашшӗне ҫеҫ курчӗ. Вӗсен ӑшӑ кулли куҫпа пӑхнине хирӗҫ тӑрать, вӗсен сӑмахӗсем, шантараҫҫӗ те илӗртеҫҫӗ, сассисем вара сивӗнтереҫҫӗ… Ну, юрӗ кайӑпӑр. Сунарҫӑ ӗнтӗ Пойндекстерӗн плантацийӗсем патне ҫитсе пынӑ. Эпӗ нихӑҫан та ун чухнехи пек хавасланман. — Сывӑ пул, тӑванӑм! — терӗ вӑл Аркадие, урапа ҫине улӑхса ларса, унтан вите тӑрринче юнашар ларакан мӑшӑр чанасем ҫине кӑтартса: — Акӑ сана! — вӗрен! — тесе хушса хучӗ. Ирхине эпӗ чылай кая юлса вӑрантӑм, Мавра тасатнӑ атӑсене кӗртсе парсан миҫе сехетне ыйтса пӗлтӗм. Григорий VII Генрих IV императора чиркӳрен уйӑрнӑ. Пулӑ тытма та пӑрахнӑччӗ ӗнтӗ. — Нимӗҫӗсем, нимӗҫӗсем мӗнле, пӑхӑр-ха эсир! Тарӑн кресло ҫинчен кӑвак костюм тӑхӑннӑ старик ҫӗкленчӗ: — Здравствуйте… Эпир ҫапла турӑмӑр та. Алӑксемпе чӳречесене хамӑр валли илсе кайман-ҫке эпир. «Ҫывӑрать пулмалла» — шутларӗ Павел. Акӑ сиртенех ыйтам-ха эпӗ, хаклӑ граждансем, ашаксем ӑҫтан пулччӑр-ха пирӗн? Г-жа Лорӑна вӑл ик-виҫӗ хутчен сӗтӗрӗнчӗк, ӑҫти-ҫук, юхха, тесе хӑтӑра-хӑтӑра илнӗ. — Ку эпӗ-ха, Никита пичче, Советран. — Шӑнтӑн-и мӗн, тӑванӑм? — Игнат килте-и, асанне? Лев Толстой ҫинчен вӑл нумай каласа кӑтартрӗ; чӑнах та вӑл калани Артамоновшӑн ытла ӑнланмаллах пулмарӗ пулин те, пупӑн тӗттӗм кӗтесрен шыв пек юхса тухакан хурлӑхлӑ сасси, тӗлӗнмелле ҫыннӑн юмахри евӗрлӗ сӑнарне ӳкерсе парса, Артамонова хӑй ҫинчен шухӑшлама пӑрахтарчӗ. Хутора март уйӑхӗнчи сӗм-тӗттӗм шӑплӑх хупӑрласа илнӗ, ҫак шӑплӑха сиксе шарлатакан пӗчӗк шыв юххисен лӑпланса ҫите пуҫланӑ шӑнкӑртатӑвӗ кӑна хускатать. — Халь кансан? Унашкал совет влаҫне, эсир Нагульнов Макарпа иксӗр шухӑшласа кӑларнӑ пеккине, эпир пӑхӑнмастпӑр! — Ну, пӗлетӗн ӗнтӗ! Ун пек чухне тата йывӑртарах. — Аркадий, — пуҫларӗ вӑл, — тархасшӑн чарӑн-ха… Мӗнле пултӑр-ха вара… Мӗнле ҫӑлӑнмалли ҫинчен план пур-ши унта е мана хаклӑ ҫынсем ҫинчен пӗлтерекен хыпар ҫеҫ-ши? Манӑн мӗнпе кӑтартса парас-ха? — Государь! Эсӗ манран мӗн тенӗ ӑна ыйтма тивӗҫлӗ; вӑл сирӗн ирӗкӗр, — анчах та ют ҫынна ман арӑм ҫывӑракан пӳлӗме кӗртме ан хушӑр, — терӗ вӑл. Виҫе жичӗ те пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. — Паллах, вырт ара, батюшка! — терӗ амӑшӗ хӑвӑрт. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — терӗ Петька, чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, — профессие ӑна хӑвӑн пӗтӗм вӑйна, чунна кӑтартма пултарассине шанса суйласа илмелле. — Суха касси тытса пыракан вӑкӑрне вӑл урипе тӗксе илчӗ, кавлесе тӑракан сӗлехеллӗ тути-ҫӑварне айккинелле пӑрчӗ, вӑкӑрӑн хӑмӑр-кӑвак куҫӗсемпе куҫа-куҫӑн хирӗҫ пулчӗ, вара пилӗк ҫул каялла ҫак вӑкӑра хӑй епле хытӑ кӗтнине аса илчӗ. Вӑл халӗ те хӑйӗн ӗҫне тунӑ пек мар, улпут ӗҫне тунӑ пек ӗҫлет, вӑл халӗ те крепостной-ха, ирӗке туймасть, — ӑнланатӑн-и? Илтетӗр-и? Hören Sie das, Herr Provisor. Карнизсемпе ҫи виттисем юрпа капламланса сиккелеҫҫӗ. Манӑн пуҫӑмра темӗнле ырӑ мар шухӑшсем пӑтранса тӑчӗҫ. Ҫав самантра Иваницӑ карчӑк пырса тӑчӗ. Павел Петрович тӑчӗ. Пурӗ 12 пин ытла пулнине вӑл пӗлнӗ, анчах лап мӗн чухлӗ пулнине вӑл шӑрҫасӑр тӗрӗс шутласа кӑларайман. — Ҫук, ав лерелле, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ тепӗр сасӑ. — Пӗлместӗп, — терӗ капитан. Медынскаяпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӑхӑт пӗр эрне иртнӗ. Салуксене асӑнтӑр, сире эпӗ пӗлтертӗм пулас ӗнтӗ: пирӗн укҫа унта лакса ларнӑ, ӑна часах илме май ҫук. Парӑр-ха мана хутпа кӑранташ. Анчах Джон Мангльс судно хӑш тӗлтине пӗлмест. — Динго мӗнле вӗрнине итлесен, Негоро пиртен инҫетрех мар пулмалла. Мӗне кирлӗ? Ун хыҫӗнчен ыттисем те шӑвӑнса кӗчӗҫ. Ҫурӑмӗ ҫине туратлӑ йывӑҫ ҫыхнӑ та ишсе килет. Анчах паян вӗсем нуша курма пуҫланӑранпа та пулман уйрӑм кун пулчӗ пулмалла: вӗсем нумаях та иртмерӗҫ, пӗренесем хушшинче явлӑк чӗркемӗ выртнине курах кайрӗҫ; явлӑкӗпе ҫӑкӑр, пӗҫернӗ кукуруза тата тӑварланӑ аш татӑкӗ чӗркесе хунӑ. Ку ӗнтӗ темех мар, пӑрахут тӑвакан платниксенчен пӗри хӑй валли паян ҫиме апат хӑварнӑ пулнӑ. — Ку тата мӗне пӗлтерет, — терӗ Кирила Петрович хаяррӑн, — ку таранччен эсӗ нимӗн те чӗнмерӗн, — килӗшнӗччӗ, халӗ, пӗтӗм ӗҫ татӑлнӑ хыҫҫӑн, кутӑнланма тытӑнтӑн, хирӗҫ пырасшӑн… Вӑл Фёдорпа пӗрле, унӑн пӳлӗмӗнче пурӑнать. Хӑй хулине поляксем илнине илтсен, Павел хуйха ӳкрӗ. Вӑл салхуланчӗ, шухӑша кайрӗ. Анчах пӗрре ӳкӗте кӗмен майор ӑна аптӑратсах ҫитерчӗ те, Паганель вара ӑна хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне шанса каласа пачӗ, ҫак шухӑш пирки вӑл урӑх никама та пӗлтермӗп тесе тупа турӗ. Полици малашне Паганеле айӑплас тӗлӗшпе йӗрлеме шут тытсан, хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне ҫынна каласа пани хӑйне кӑштах та пулин ҫӑмӑллатӗ тесе шутларӗ Паганель. Кукша пуҫ ун еннелле ҫавӑрӑнса пӑхрӗ: — Лавсемсӗр нимӗн те тухмасть, тесе эпӗ ҫул правленине виҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ… Ҫакна вӑл хӑй ҫеҫ ӑнлантарса пама пултарать. Огнянов кинжалне туртса кӑларчӗ те усал йытӑран сыхланма тӑчӗ, ҫывӑхра пӗр чул катӑкӗ те тупайман игумен йытта хӑваласа ярасшӑн ҫапкаланчӗ. Шалта пӗр ҫутӑ та ҫук, ҫурчӗ хуп-хуран курӑнса ларать; чун хурлансах кайрӗ, темшӗн ҫав тери кӑмӑл пусӑрӑнчӗ манӑн, — хам та пӗлместӗп. Вӑл ҫӑра ҫӳҫлӗ, салху, пӗчӗк куҫлӑ ҫын пулнӑ; унӑн куҫӗ ҫӑра куҫ харши айӗнчен ҫын ҫине шанмасӑртарах, темле аван маррӑн кулса пӑхнӑ. Малта линире мар, талкӑшпех нимӗҫ ҫарӗ йышӑнса тӑракан вырӑнта аркатса тӑкрӗҫ. Пӗр шухӑшласан ӗнтӗ, ку вырӑнта вырӑс ҫилӗ Митман пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫ пӗрчине вӗлкӗштерсе илме те хӑрамалла… Йӗри-тавра темиҫе пин ҫын нимӗҫ ҫарӗ тӑрать, вӑл, Рудольф Митман, вырӑссен аллине тыткӑна лекрӗ. Ҫакӑ мар пулсан, эсӗ, мӗн, эпӗ мӗнрен те пулин хӑраса тӑнӑ пулӑттӑмччӗ тетӗн-и? Старик, вӑл килни ҫинчен пӗлсен, урса кайрӗ те чӑтма ҫук вӑйлӑ хирӗле пуҫларӗ. Юханшывӑн сылтӑм ҫыранӗнче сӑвай ҫинче ларакан ҫуртсем курӑнчӗҫ. Пӳлӗмре темле уйрӑмах аван. Тупӑсем пени пӗр пек кӗске вӑхӑта чарӑнкаласа кӗрлесе тӑрать. Тупӑсен шавӗ ҫавӑн пек чарӑнса самантлӑха шӑпланнӑ вӑхӑтра Говэн хӑйӗн шпагине сулса трубаран кӑшкӑртнӑ пекех янӑратса кӑшкӑрса ячӗ: — Икҫӗр ҫын сылтӑмалла, икҫӗр ҫын сулахаялла, ыттисем тӳрех малалла утӑр! — Ну — вӗрен! — Арчапа тата манжетлӑ йӗмсемпе манӑн мӗн ӗҫ пур? Хуҫалӑхра ялан тӗплӗ пулнӑ Степан Иванович вӗсем пирки: кусем ӗнтӗ колхозпа ӗҫлеҫҫӗ, анчах та ӗҫне тулӑксӑр организациленӗ, тесе шутларӗ. Ҫынсем ытла нумайӑн пулнӑ, пӗр-пӗрине кансӗрлесе тӗркӗлтетнӗ, Степан Иванович хӑйӗн пуҫӗнче часах план та туса хучӗ. Художник нумай вӑхӑт хушши ним хускалмасӑр пӗр пысӑк рамӑллӑ портрет умӗнче тӑрать ӗнтӗ. Рама ӗлӗк питӗ те чаплӑ пулнӑ, анчах халь ылтӑнланӑ тӗсрен йӗрсем ҫеҫ кӑшт палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫав чул картласа тӑман пулин те, ҫапах метис хӑтланни сая каятчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, урлӑ хӑмана ҫӗҫӗпе касса пӗтерес пулсан та, алӑк айӗпе хӗсӗнсе тухма пултарас ҫукчӗ, — вӑл ӑна хӑй те аванах пӗлнӗ. Ҫук, ҫирӗппӗн пурӑнас пулать. Эпир сан патна татах килӗпӗр-ха, санӑн тусанлӑ тӳремлӗхӳсем тӑрӑх утӑпӑр, сӑртсем ҫине хӑпарса, тарӑн ҫырмасене анса ҫӳрӗпӗр. — Кӳршӗ ҫыннипе кӳршӗлле калаҫма кӗтӗм, — пуҫларӗ вӑл, сӑмах ҫаврӑнӑшне ытлашши хитрелетсе. Ҫапла калаҫнипе сисӗнмесӗрех каҫ пулчӗ. Телее пула юрать-ха, вӗсен пульлисем, сасӑ пекех, аякка каймаҫҫӗ. — Ну, каялла каяр, кунта пирӗн урӑх ним тумалли те ҫук, — терӗ. — Хамӑрӑнни ҫинче, сан тетӳн Гарвин сакки ҫинче, эппин. — Ак тӗлӗнмелле япала! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Персе вӗлернӗскер чӗрӗлсе тӑнӑ! Катька тӗлӗнсе итлесе ларчӗ. Давыдов ҫапла каларӗ: — Ыран каллех ир тӑмалла пулать пирӗн, атьӑр ҫывӑрма выртар. Калӑн, вӗсене темле ҫиллес, ним латсӑр, тӑмпай, хаяр мӑшкӑлчаклӑ демон ҫавӑрса тытнӑ та ниҫта шӑнӑҫман лапӑркка сӑмахсем калама, йӗркесӗр, килпетсӗр хусканусем тума хистет, тейӗн. Уншӑн ятлаҫҫӗ. «Вӑл хулан леш вӗҫӗнче пурӑнать», — терӗ анне. Эпӗ ҫавӑнтах пукан ҫинчен сиксе тӑтӑм. «Лавочкин-5» та, «Фокке-Вульф-190» та питӗ хӑвӑрт вӗҫекен самолётсем пулнӑ. Ҫӳҫӗ ҫукчӗ-ха унӑн, пӳрнисем ҫинче ҫеҫ ача мамакӗ пек пайӑркасем тӑра-тӑра юлнӑччӗ, ҫавсем ҫине вӑл тарӑхса тӗлӗннӗ пек пӑхрӗ. Ӗнтӗ куратӑр пулӗ, эпӗ сирӗн умӑрта чи мӗскӗн те чи ирсӗр ӗҫ тӑватӑп, ҫитменнине тата тунмастӑп та ун пирки; ҫакна ҫеҫ тума пултаратӑп эпӗ сирӗншӗн… Подкумок, чулсем ҫийӗн юхаканскер, янравсӑр та пӗр евӗрлӗ кӗрлет, эпӗ чӑтаймасӑр сывлӑш пӳлӗничченех лашама хӑвалатӑп. Тен, мана сывлӑх пирки летчиксен шкулне илмӗҫ тесе, эпӗ гимнастика тума, сикме, авкаланма-хуҫкаланма пуҫларӑм. — Ҫитменнине тата, сана лайӑх тӑвас тесе, княжна хыҫҫӑн та ҫӳрекелӗп… Чӗркуҫленсе ларса вӑл ерипен алӑк вырӑнне ҫакнӑ тире сирсе тулалла пӑхнӑ: пӗр вунӑ утӑмра кӑна темӗнле ҫын унӑн юпаран кӑкарнӑ чи лайӑх лашине илсе каясшӑн пулнӑ. Ватӑ та ҫӑра туратлӑ ҫӳҫе йывӑҫҫисен хӳттинче вӑл сивӗрех лапкӑм пек йӑлтӑртатса тӑнӑ; шыв хупаххисем хушшипе ҫул уҫса, хӑйсем ҫине шыв сирпӗте-сирпӗте ҫӑвӑнса, унта хӗрле сӑмсаллӑ шап-шурӑ икӗ хур ярӑнса ҫӳренӗ. Кунсӑр пуҫне тата вӑл ҫирӗм утӑмранах тӑваттӑмӗш тапхӑр вӑхӑтӗнчи этем шӑммине тӗл пулчӗ. — Ан ашкӑн, Настасья Петровнӑна итле… Кунӗ-кунӗпех вӑл колхозӑн тӗрлӗрен кивӗ кӗнекисене, счетовод пӑрахса хӑварнӑскерсене, уҫкаласа, пӑхкаласа ларнӑ, сӗтел ещӗкӗсенче тем шыранӑ, хӑйӗн ҫырса пӗтернӗ блокночӗсене тыткаласа пӑхнӑ, пикенсех темскер чӗрсе ларнӑ тата темле ведомость пеккисем тукаланӑ. Ҫакна кӑна тума пулнӑччӗ-и-ха вара вӑл? Лапшинов, юриех тарӑхса хирӗҫленҫи туса, лӑплантаратчӗ: — Мӗн эсӗ, Никита! Пур ирсӗр япала ҫине те ларать. Ҫавӑн пекех ун ҫинчен, мешочниксем пек пулса, вагон ҫивиттисем ҫинче ларса пыракансем те, анчах хулана ҫитсен, пасара мар, миххисене хӑйсем пӗлекен урамсемпе ҫуртсем енне йӑтса каякансем, аван пӗлнӗ. Питӗ тӗлӗнмелле паян эсир, Юрий Алексеевич. «Шӑп та шай абразурӑна пырса лекрӗ; иккӗшне вӗлерчӗ, пулас… ав ҫӗклесе кайрӗҫ», илтетӗр эсир савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрнине. Мӗнпур сӑлтавӗ ҫакӑнта пулас. Анчах ку ман ӗҫ мар. Пур-пӗрех вӗт нимӗн те улӑштараймастӑн: пулса иртес ӗҫсем хӑйсен черечӗпе пыраҫҫӗ. Эпӗ кредиторсемшӗн те, вӗсене парӑмлисемшӗн те тӑмастӑп. Кӑмӑлӗ хӑйӗн калама ҫук ырӑ, ҫакна кирек кам та тӳрех туйса илсе ӑна хисеплеме тытӑнать. — Ҫапла пулмалла; ку теори те Ҫӗр варринче тинӗссем, тӗрлӗ ҫӗршывсем пуррине те хирӗҫлемест. Сире, матроссене, эсир мӗнлине эпӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче курнӑ… — Отряд виҫӗ сехетрен кая мар каять. — Эпир унпа унччен те ҫапӑҫнӑ, — терӗ Петр, урӑлса пырса, анчах шӑллӗ тата ҫирӗпрех сасӑпа малалла каларӗ: — Хисеплӗ ҫынсене мӗншӗн вӑрҫса тӑкнӑ эсӗ? Турат ҫинче икӗ пакша ларать. Ман ҫине пӑхса, вӗсем пит кӑмӑллӑн кӑвӑлтатма тытӑнчӗҫ. Вӗсен ури вӗҫне Софья Ивановна пашалусем, хаяр тата помидор тултарнӑ корзина лартнӑ. Вӑл Кара-Тете ятлӑ, Ҫӗнӗ Зеландилле вӑл «ҫиллес» тенине пӗлтерет. Юрӗ. Ҫамрӑк капитан лага кашни ҫур сехетре шыва пӑрахса тӑма хушрӗ, кашнинче прибор кӑтартнине ҫырса пычӗ. — Сире, законсӑр ҫуралнӑ господин Андрей Онисимов Находка, эпӗ арестлетӗп! Эпир пӗр пек юрататпӑр, мӗншӗн тесен пӗрне-пӗри пӗлетпӗр тата хака хуратпӑр; анчах ҫакӑ Дмитрие мана хӑйне итлеттерме, мана ӑна пӑхӑнма чӑрмантармасть. — Ҫӗрӗк шыв. — Дворянин! Ӑҫта унта ҫулӗ? Кунсӑр пуҫне тата, эсӗ ҫапла ӗҫсе ҫӳренине, ҫакӑн пек ответлӑ тапхӑрта ҫакнашкал хӑтланнине, вӑтам хресченсене пӑшалпа хӑратнине, хӑв ытлашши иртӗнсе йӑнӑшсем туни ҫине большевикла пӑхманнине, парти линине хирӗҫ сӑмах тухса каланине районти контроль комиссийӗ пӗлес пулсан, ку вара саншӑн, Нагульнов, питех те кулянмалла факт пулса тухать. Вӑл чылай йывӑр пулнӑ. — Вӑл сассине тата аяларах антарчӗ те пӑшӑлтатса каланӑ пекех: — шанчӑк ҫук, тесе шухӑшлатӑр-и вара эсир? — терӗ. Мӗн чул чупрӗ пуль ҫавӑншӑн атте, аран-аран инкеке сӳнтерчӗ. Ҫакӑн пек козак пулнӑ Мосий Шило. — Эпӗ санран нимӗн те ыйтмастӑп. Эсир ӑна пӗлместӗр-и вара? Анчах сире, эсир хӑвӑрӑн пуранӑҫӑра камшӑн хӗрхенместӗр, ҫавӑ телей кӑтартӗ. Вӑл чӳрече умӗнчи сак ҫинче кӑшт ҫеҫ курӑнса кайрӗ, унӑн хырӑмӗпе урисем ҫине тӗссӗр ҫутӑ ӳкнӗ. Вӑл кресло ҫине, йӗпсине хӑвӑрттӑн вылянтара-вылянтара темле чӗнтӗр ҫыхакан Шурочкӑпа юнашар ларчӗ. Хӗрачасенчен пӗр вӑл кӑна Гришка ҫине пӑхмасть. Поезд тапранса каять, Энск вокзалӗ те пирӗн паталла куҫса пынӑ пек пулать! Вӑл хӗҫ аврипе сенкер куҫлӑ арҫынна кӑкӑрӗнчен тӗкрӗ. Ромашова, Николай Антоныча итленӗ май, пирӗн ҫине пӑшӑрханса пӑхса илчӗ — сасартӑк хайхискер пур шухӑшсен хушшинчен пӗр шухӑш, мана хӑй патне пырасса кӗтсе, майӗпен пӗр хӗррине кайса тӑчӗ! Кондрат Майданников, Щукарь мучин калама ҫук хытӑ тӗлӗннипе таврӑнсах тухнӑ куҫӗсем ҫине пӑхнӑ та, вар хытичченех ахӑлтатса кулса, месерле кайса ӳкнӗ, хӑй аран-аран. — Эс ан кул манран, Марьяна! — Саншӑн та. Халл капитан ҫил тепӗр енчен вӗрме пуҫласса кӗтрӗ. Ӑна хытӑ ҫыхрӗҫ те чӳречесӗр пӗчӗк сарайне хупрӗҫ — ку вӑл тӗрме, кунта пӑлханнӑшӑн е ытти ӗҫсемшӗн Алвиш вӗлерме палӑртнӑ чурасене хупаҫҫӗ. Жером Крэнкбиль разносчик, хӑйне обществӑри йӗркене упраса тӑракан хурала кӳрентернӗшӗн исправительнӑй полици судне илсе кайсан, закон пурне те тума пултарнине ӑнланса илнӗ. — Мӗн? Аэродрома юр шӑлса лартрӗ, самолётсене йӗлтӗрсем ҫине куҫарчӗҫ. Ӑнсӑртран тупӑннӑ хӗрарӑмсемпе кӗске вӑхӑтлӑха, никам умне те нимле парӑм-тивӗҫ те кӑларса тӑратман ҫыхӑнусем пулнӑ ӗнтӗ, анчах урӑх ним те пулман. Иккӗмӗш ҫулӗ пӗрремӗшӗнчен вӑрӑм мар. Ҫак пысӑк, пӑхӑр тӗслӗ хӗрлӗ ҫын, паллах, тӑрӑхласа кулнӑ, вӑл ҫынсем кирек мӗн ҫинчен калаҫнӑ чух та кулнӑ; чирсемпе вилӗсем пирки те вӑл, преферансла ӑнӑҫсӑр выляни ҫинчен каласа панӑ чухнехи пекех, тӑрӑхларах кулса калаҫнӑ. Акӑ сана пӗр доллар. — Акӑ мӗн, хаклӑ земляк, — терӗ вӑл, тем ҫинчен шухӑшласа, ҫав хушӑрах картӑ ҫине паллӑсем тукаласа. Хӑвӑрпа тумтир нумай ан илсе тултарӑр: козак пуҫне пӗрер кӗпе те икшер шӑлавар, пӗрер чӳлмек кӗрпе тата тӳнӗ вир ҫеҫ пултӑр, урӑх никамӑн та нимӗн те ан пултӑр. Лаша таканӗ чул ҫинче шаклаттарса пынӑ пек пулнӑ вӑл. — Эпӗ питӗ хавас, — терӗ анне, — ачасемшӗн те, уншӑн та вӑл ырӑ старик. Хӑй туймасӑрах ун умне — ҫак ҫӗрлехи ыйхӑ евӗр — Тӳпе ывӑлӗн сӑн-пичӗ тухса тӑчӗ, — юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, сарлака, хумханчӑк, ҫине-ҫинех улшӑнакан йӗрсемпе, куҫӗсем пӗрре хуйхӑллӑ, тепре ҫепӗҫ, — Ҫӗр тӗпсӗрлӗхӗ пек хӑрушӑ, чуна аркатакан, аслатиллӗ-кисренӳллӗ куҫсем. Ку вӑл Венера шӑп та Ҫӗрпе Хӗвел хушшинче пӗр йӗр ҫине лексен пулать, ун чухне унӑн ҫутӑ енӗ Хӗвел патнелле пӑхать, пире тӗттӗм, тӳнтер енӗ курӑнать. Бяла Черква хулине Клисурӑна ҫӗмӗрнӗ пек ан ишсе тӑкӑр тесе ӳкӗте кӗртме пит те йывӑр пулнӑ имӗш: хула вара Тосун-бей пин лирӑ пама пулнӑ, ҫавӑнпа ҫеҫ Тосун-бей хӑй ушкӑнне Бяла Черква хулине ҫӗмӗрсе тӑкасран ҫырлахтарса хӑварма пулнӑ, укҫине парсан, тӗрӗксем килӗсене кайма пултарнӑ; унтан тата хула хӑлӑхӗ пур хӗҫ-пӑшала та ҫӗҫӗ пекӗ таранччен тӗрӗксене памалла пулнӑ; ҫийӗнчен тата пур шанчӑксӑр ҫынсене те влаҫсен аллине памалла пулнӑ. Эпир каллех шӑплантӑмӑр. Анчах ҫав утӑмсене тума ӑна ҫав тери йывӑр пулчӗ, вӑл алӑк патне ҫитсе каялла таврӑнса килсен, пилӗкӗмӗш этажа рояль ҫӗклесе хӑпарнӑ пекех ывӑннине туйрӗ. Становой пӗр ушкӑн арҫын ертсе килчӗ, тахӑшӗ хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Арестант валли лав парӑр, эй! — Карандаш ҫук, анчах вӑл ним те мар. Йывӑҫҫи фабрика труби пек пулса тӑнӑ, ӑна вут хыпса илсе аялтан пуҫласа тӑррине ҫитичченех витӗр ҫунтарса кӑларнӑ. Ҫав ҫурӑксем пысӑк чулсем шӑтӑк витӗр пӗтӗм вӑйпа хӗсӗнсе тухнипе пулса тӑнӑ. Кизяк купи ишӗлсе аннипе тулса ларнӑ сысна витинче, хыҫсӑр пукан ҫинче, хунар ҫунса ларать, унпа юнашар Лукашкӑн арӑмӗ — тулли сӑн-питлӗ те ҫинҫе куҫхаршиллӗ хитре хӗрарӑм — кукленсе ларнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем пурте ҫавӑн пек. Калаҫу пурпӗрех пуҫланнӑ ӗнтӗ, вара хӗрача, халӗ те ҫав вырӑнтах тӑраканскер, чечек ҫыххипе аппаланнӑ май, каллех ыйтрӗ: — Шӑхличӗпе ҫав териех лайӑх калама кам вӗрентрӗ сана? Мӗн пирки ыйтнине тавҫӑрса илеймесӗр, Павел Жаркий ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Ҫапла калаҫнинчен пуҫланчӗҫ те пирӗн хам варахпа каласа парас тенисем. Туйипе хыпашласа чи малта лараканни тӗлне ҫитрӗ те, аллипе унӑн йывӑҫ чашӑкне тупса, хӑйӗн укҫине тирпейлӗн хучӗ. Тӗттӗмрех малалла каяс пулать. Половцевӗ питӗ ӳсӗр, лешне ӑнланма ҫук… Ман ҫурӑм хыҫӗнче ҫӗмренӗн ытти йӗпписене хунӑ ӗне ҫакӑнса пыратчӗ. Унтан вӑл ҫӗре анса хапхаран тухрӗ те ашшӗне тӗл пулчӗ — ашшӗ йӗп-йӗпе, хӑрӑмпа вараланса пӗтнӗ, картузсӑр, сӑхманӗ ҫурӑлса кайнӑ. Тинӗспе пӗлӗтри улшӑнусемсӗр пуҫне, ҫӗр патне каяс ҫул ҫинче карапа тата мӗн чухлӗ хӑрушлӑх кӗтсе тӑма пултарать-ши?! — «Яра пар!» — терӗ. Критиксен тӑваттӑмӗш, ушкӑнӗ, ҫӗнӗ Конституци проектне атакласа, ӑна «сылтӑмалла сулӑм» пек, «пролетариат диктатурине пӑрахӑҫа кӑларни» пек, «большевикла режима пӗтерни» пек хак парать. Алӑксене шалтан питӗрсе илчӗҫ те ухтарма тытӑнчӗҫ. Ӗнене тӑрантарнипе сахал, тусӑм, ӑна ачашлас та пулать. Ҫакна шута ил: санӑн аван мар шухӑшу пачах айӑпсӑр ҫынсене кӳрентерет. — Ҫитет сана пӗлмиш пулса пакӑлтатма! — пӳлчӗ Давыдов Поляницӑна, ирӗксӗрех ҫилленсе кайса. Ним те мар вӑл — вилесси… Унӑн ҫыннисем Туфольд бухтин хӗррисене ҫитнӗ, ӑна Гленарван тупнӑ арестант фуфайки те аванах кӑтартса парать. — Вӑл мӗнле каларӗ? — Питех мар… Вӑл питех те аван, питех те ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Паллах ӗнтӗ — ку аван мар… Анчах вӑл кӗнекине илменшӗн эпӗ пит хӗпӗртерӗм. Ҫав хушӑра картишне урапа ҫитсе кӗчӗ те, хай эпир паллашнӑ исправник, пӗтӗм тусанланса пӗтнӗскер, пӳлеме кӗрсе тӑчӗ. Санин ун ҫумне ларчӗ те, унӑн куҫ хупанкисем хӗрелсе, шыҫса кайни ҫинчен асӑрхаттарчӗ. — Каҫарма ыйтатӑп, сэр, эсир пысӑк йӑнӑш тунӑ пулӑттӑр, — тесе хирӗҫлерӗ Сильвер. Калаҫу шӑпланса ларчӗ. Пӗрин ҫинче хура ансӑр кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑма ӳкернӗ, пиҫиххине вӑл хул айӗнченех хытӑ туртса ҫыхнӑ, кӗпе ҫаннисем купӑста евӗр темиҫе хутламлӑ, хура шлепки савук майлӑ, ун ҫинчен хура чӗнтӗр усӑнса тӑрать, кӗпе арки айӗнчен ӑйӑ пекех шӗвӗр сӑмсаллӑ ансӑр хура туфлисене хура хӑюсемпе хӗреслӗ ҫыхса тӑхӑннӑ урасем курӑнаҫҫӗ. Эпӗ урӑх гипотезӑсем ҫинчен калама хӑяймарӑм: тепӗр пулма пултарайман япалапа тӗл пулсан, профессор каллех ҫатӑртатса кайма пултарӗ. — Сирӗнпе пӗрле кайса ҫӳрени маншӑн, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Реде, сӑмси ҫине лартса янӑ пенснине тӳрлеткелесе, — ҫул ҫинче тем тӗрлӗ йывӑрлӑх тӳсме тӳр килчӗ пулин те, ҫав тери пархатарлӑ пулчӗ. Кантраран тунӑ ҫирӗп проводсем пӗрин хыҫҫӑн тепри туртӑна-туртӑна карӑнса илчӗҫ, вӗсем тӑрӑх кирлӗ ҫӗре сигналсем ӑсанма тытӑнчӗҫ. Ҫур сехетрен Николай Петрович сада, хӑй юратнӑ, беседкине кайрӗ. — Снарядсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл урмӑш сасӑпа, каялла ҫаврӑнса пӑхса. — Нимех те мар, — терӗ Никита хӑрӑлтатса. Ӗнтӗ пӳрнисем хуп-хура пулатчӗҫ унӑн, хӑйӗнчен те, Петькӑнни пек, пистон шӑрши те тар тӗтӗмӗн шӑрши ҫапатчӗ. — Пӑхрӑм. Миҫе ҫул иртрӗ ӗнтӗ унтанпа… Ывӑлӗ фабрикӑри ытти ҫамрӑксем пек пулма пӑрахни амӑшӗн кӑмӑлне кайрӗ, анчах та ывӑлӗ ҫине тӑрсах, тӑрӑшсах пурнӑҫӑн тӗксӗм юхӑмӗнчен таҫта аяккалла ишсе тухма тытӑннине асӑрхасан — кун пирки хӑй ӑшӗнче вӑрттӑн шикленме пуҫларӗ. Чӗркевне алӑран вӗҫертмесӗр, вӑл куҫҫуль тумламӗсене тата хӑйшӗн ҫак нихҫан пулман тӗлӗнмелле савӑнӑҫ ячӗпе хӗп-хӗрлӗ сӑн ҫапичченех ҫуса тасатнӑ питне-куҫне ҫаннипе шӑлкаласа илчӗ, тытӑнчӑклӑн хӑйӑлтатса тухакан сассипе ҫапла каларӗ: — Струменчӗсем, паллах ӗнтӗ, пире кирлӗскерсем… Тухса каякансем аран-аран Иманус аллине чӑмӑртама ӗлкерчӗҫ. — Эпӗ хӗрарӑмсене тиркенӗ чухне тӳрӗ кӑмӑлпа итлесе ларма пултараймастӑп, — терӗ малалла Евдоксия. Сасартӑк стена ҫумӗнче телефон шӑнкӑртатрӗ. — Кил кунта, лайӑх тусӑм, — тенӗ татах Морис, чӗлхесӗр тусӗ ҫине пӑхса. Эпӗ мӗн калани — нимӗҫ арми приказӗ. Анчах манӑн пӗтӗм чӗререн ҫакна йышӑнас пулать: ҫак тӑватӑ ураллӑ хисеплӗ чӗрчунсен лайӑх енӗсене этемӗн киревсӗр енӗсемпе танлаштарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ этем пурнӑҫӗ ҫине пачах урӑхла пӑхма пуҫларӑм. Санӑн, ылханлӑ ҫыннӑн, ҫакна калама чӗлхе мӗнле ҫаврӑнчӗ-ха?! Мӗнле актерччӗ вӑл! Тенкел ҫине вырнаҫса ларнӑ чух Сизов тем мӑкӑртатрӗ. — Ҫапла ҫав пирӗн, ырӑ ҫыннӑм! Гленарван, майор, Паганель, Роберт, Джом Мангльс, Вильсон тата Мюльреди йӗнерсем ҫине сиксе утланчӗҫ; вӗсен кашнин аллинчех карабинпа револьвер пур. — Мӗнле апла эсӗ? Ҫак вӑхӑтра эпир хамӑрӑн шлюпкӑсем патне ҫитрӗмӗр. Мӗне пула эпӗ хама хам вӑрҫам? Ҫак кун Алексей Оля патне пысӑк та савӑнӑҫлӑ ҫыру ҫырса ячӗ. Ҫырӑвӗнче вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: манӑн самолётсем йышӑнас ӗҫ пӗтсе пырать, начальниксем ман майлӑ пулсан, кӗр енне е хӗле кӗрсен ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ тылри кичем ӗҫрен хӑтарса фронта, полка ярасса шанатӑп, унта мана юлташсем манман-ха, эпӗ пырасса кӗтсе пурӑнаҫҫӗ, терӗ. Сирӗн ҫине пӑхса, эсир нимӗнле шанӑҫ та кӗтме пултарайманни ҫинчен калатӑп пулин те, ларса кӗтсе пӑхӑр. Чӑнах, юри мӑшкӑлланӑ пекех. Пӳртре ларнӑ чух юриех чӳречерен пӑхса лартӑм: каҫӗ — ытарма ҫук. Ҫап-ҫутӑ; уйӑх ҫутинче юр йӑлкӑшать. Кӑнтӑрлахи пек, мӗн пурри курӑнать. Алӑкран тухма та ӗлкӗреймерӗм — ак ӗнтӗ, пӑч тӗттӗм!» Арбат тӑрӑх кӑна темле лавсем пыраҫҫӗ, чул ҫурт купалакан икӗ рабочи тротуарпа калаҫса иртрӗҫ. Хӗрхенетӗп вӗт эпӗ сана, эсӗ кӑмӑллӑ ҫын, пурне те пӗлме тӑрӑшакан ҫын. Мӗнпе пурӑннӑ вӑл? Кӗленче ҫӑварне уҫиччен Гленарван ӑна тул енчен лайӑх тӗрӗслесе тухрӗ. — Ку кам: приказчик-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ дежурнӑйран. Ситниковсем пире питӗ кирлӗ вӗсем. — Ӗҫӗр, — терӗ вӑл ҫемҫен, анчах ҫине тӑрса, унтан каллех ҫыхма пуҫларӗ. Марсиан — вӑтам пӳллӗ этем пекех, тӗксӗм сарлака курткӑпа. Ку пӗлтерӳ пурне те савӑнтарчӗ пулас, мӗн пулса иртнине, паллах, пурин те пӗлес килнӗ. Доктор ман ҫине пӑхрӗ те, аллине ман чӗре ҫумне хурса, хаваслӑн: —эсир паллатӑр ӑна! — тесе пӗлтерчӗ. — Чунӑм, тупата туршӑн хӑвӑртрах тӑр. Пӗлсех тӑма кирлӗ, Элен кашни кунах Джон Мангльса чӗнсе илчӗ манмасть, тата, калас пулать, унӑн пӑртак тытӑмлӑрах сӑмахланисем фургонра пыракансене килӗшмеҫҫӗ темелле те мар. Ученӑйсенчен нумайӑшӗ кометӑсене сывлӑшра ҫунакан темӗнле сиенлӗ пӑс пӗлӗчӗсем тесе шухӑшланӑ. — Тӑватӑ кунлӑх! — тет вӑл. Паллах ӗнтӗ, вӗсем дрезинӑпа пирӗнсӗрех каясса эпӗ шухӑша та илмен, ун пек ирсӗр шухӑша Ромашов ҫеҫ туртса кӑларма пултарчӗ. Ҫапах та халлӗхе вӗсем таврӑнмаҫҫӗ тесен лайӑхрахчӗ-ха. Ахӑртнех, савӑш уйӑх ирттернӗ ҫынсемпе те ҫавӑн пек пулса тухать пулмалла: вӗсем ҫав уйӑхӑн мӗнпур ирсӗрлӗхне курнӑ, анчах каласа парса ҫынсен ӗмӗтне татасшӑн мар. Власовӑна сывлӑх суннӑ чух вӑл унӑн аллине ҫирӗп пӳрнисемпе пӗтӗмпех ҫавӑрса тытать, вара алла ҫавӑн пек чӑмӑртанӑ хыҫҫӑн Павел амӑшӗ хӑй чунӗнче, ҫӑмӑлрах, лӑпкӑрах пек пулнине туять. Ещӗкре манӑн ҫул ҫине илсе ҫӳремелли вырӑн, маччаран ҫакса янӑ гамак, икӗ пуканпа сӗтел пурччӗ. Эпӗ хам ахалех килнишӗн тата ҫичӗ тенкӗ укҫана сая янӑшӑн ӳкӗнсе илтӗм. Хӑй умӗнчи юланута курсан, тӗксӗм плащлӑ ҫын хуллен кӑшкӑрса илнӗ. Манран вӑл парне туянма тесе хӗрӗх тенкӗ илчӗ те каялла тавӑрса памарӗ. Е тата ыйткалакансене нумайрах ӗрчетмелле-и, хӑвӑн обществӑлла пурнӑҫпа пурӑнма пӑрахмалла-и? Ну, тӑмсай та-ҫке эсӗ, тусӑм! Ҫак, тимӗр пек ҫирӗп ҫын, чӗтресе илчӗ. Пӗве патӗнче вӗсем пӗрле пырса ҫыпҫӑнаҫҫӗ. — Ҫавӑрӑр каялла! — Памастпӑр! Демка Ушаков Давыдова чӗнме вӗҫтерчӗ. Лешӗ кӗҫех кӗлетсем патне чупса пычӗ. Огнянов еккине ярса вуларӗ ҫав ӑста поэзилле ҫырнӑ сочинение. Алла вӗрент эсӗ ӑна. Вӑл Анюта патне телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ те, май пулсан хӑйпе пӗр вуникӗ сехетре тӗл пулма ыйтрӗ. Чакмалла пулчӗ. — Эпӗ тӗрӗс каламан пек туйӑнать сире, Артур, — терӗ вӑл кӑшт чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн. — Ҫыраканӗ те ухмах, консулӗ тата ухмахрах. — Лартӑр та ӑна ӑҫта та пулсан, ман патӑма килӗр, — терӗ Пӑван. Ун пек япалана эпӗ юратмастӑп. Гленарван сыхлӑх тӗлӗшӗпе мӗн тумаллисене пурне те турӗ. Хуҫи ҫывӑхра ҫук чухне Мунито хӑйӗн «пултарулӑхне» ҫухатнӑ. — Эпӗ большевик мар! — васкавлӑн пӳлчӗ ӑна Лозневой. Пӗр-пӗрне куҫран ан ҫухатӑр! Акӑ ача чирлесе ӳкрӗ. Вӑл европеец пек тумланнӑ, хӑй сакӑр ҫултан ытла мар. Вӑл, ҫав Хопров, кайса пӗлтерме ӗлкӗрчӗ-ши? Ирӗк паратӑр-и? — Тӑна кӗриччен кӗтер-ха, унтан хӑйсемпе мӗн пулнине хӑйсемех каласа парӗҫ, — хуравларӗ Халл капитан. Мӗншӗн-ха апла Николай Антоныч ҫак ӗҫе яланах хӑй ертсе пынӑ пек кӑтартма тӑрӑшатчӗ? — Грушницкий! — терӗм эпӗ, — халь вӑхӑт пур-ха: йышӑн хӑвӑн элекне, вара эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑп. Анчах та вӑл ачан сӑнӗ ывӑнчӑклӑ пулнӑ, унӑн пысӑк, ҫаврака, ҫутӑлса тӑракан куҫӗсем, ҫамрӑк йӗкӗтӗнни пек мар, витӗр курмалла пӑхнӑ. — Тигр ҫинчен пӗлесшӗн пулсан, ҫӗннине ним те пӗлес ҫук эсир. Ун ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаканни пӗр г-жа Лора кӑна пулман ҫав. Ҫав ӑна пушшех тарӑхтарнӑ. Етреллӗ ещӗксене тиенӗ артиллерин пиншер лавӗсем чул сарнӑ ҫулпала ҫӗмӗрсе пыраҫҫӗ пек туйӑнса тӑрать. Пӳлӗмрен вӑл питӗ хытӑ асаплантарнӑ тата ҫав асапа аран-аран тӳссе ирттернӗ ҫын туйӑмӗпе тухрӗ. Р. вунпилӗк сехетре таврӑнма шутлатчӗ, вӑл килсессӗн эпӗ пӗр кӗске сӑмах ҫеҫ: юрӗ, темеллеччӗ. Эпӗ ҫав хатӗр ҫине вырнаҫса лартӑм та, вара шӑлтӑрмасем урлӑ янӑ сӑнчӑра туртса мана ҫӳле хӑпартрӗҫ. Ҫак качака мана ним ӗҫ тума та памасть! Киле каятӑр-и? Ҫакӑн пек пуян лайӑх ҫурт эпӗ ялта нихҫан та курман. — Йытӑ пек ҫав, — хӑпартланса каласа парать вӑл. Хирӗҫ мар-и эсӗ?.. — Ҫаплах ҫӗнӗ йӗркесем тӑвать. Ҫапла калать те, резолюци хурать: «Америка каялла хупас!» Карчӑк ку каҫ хывӑнмасӑрах выртнӑ; кил-ҫуртра приказнӑйсемсӗр пуҫне, пӗр ҫын та куҫ хупман. «Хӑйне хӑй пӗлми пулни» тесе эпӗ ӑнсӑртран каламарӑм. Эпӗ таҫтан ҫӳлтен татӑлса аннӑ пек, пӗтӗмпех ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ пек пулнӑскер, вӑл кӗнекене шыраса тупасран хӑраса ним те шарламарӑм, вӑл: эпӗ ҫуртне те ҫунтарса яратӑп, тесе кӑшкӑрашрӗ. Хулара вӑл мӑштах ҫӳрет-ҫке, — терӗ Бойчо. Вӑйсӑр ҫил, каврӑҫ ҫулҫисене чӑштӑртаттарса, ун витӗр ӳкекен шупка ылтӑн ҫутӑ пӑнчӑсене тӗттӗм ҫул тӑрӑх та, Фифин сарӑ ҫурӑмӗ тӑрӑх та каялла малалла хуллен шутарать. Пӗр самант вӑл ӑнланса илеймесӗр ҫак хӗрес ҫине пӑхса ларчӗ — унтан сасартӑк ерипен кӑшкӑрса ячӗ… Курӑк, кизил, хирти шӑлан тӗмӗсем ҫинче, йывӑҫсем ҫинче — пур ҫӗрте те цикадӑсем шӑрантарса юрлаҫҫӗ. Вӗсен чарӑнмасӑр янраса тӑракан пӗр евӗрлӗ сассине пула сывлӑш та чӗтренсе тӑрать. Акӑ вӑл сулӑнса ҫыран хӗррине ҫапӑнӗ те пӗрчӗк юлмиччен саланса кайӗ, тесе шухӑшласа тӑраттӑм эпӗ, анчах вӑл хӑяккӑн кӑна пӑрӑнса, курӑклӑ пӗр пӗчӗк сӑмсаха ним инкек-синкексӗрех пырса кӗчӗ. Демка ҫакӑн аллинчен хайхи кунтӑка ҫӑмӑллӑнах тытса илчӗ, анчах хур амине Лапшинова икӗ аллипех ҫатӑрласа тытрӗ: — Ан тӗкӗн, йӗ-рӗн-чӗк! Малти кӗтесре турӑшсем ҫук. Весовщиков кулса илчӗ. Ӳкӗте кӗмен географ, ӑслӑлӑха юратап тесе, вӗсене хавхалансах ҫисе ячӗ. Вӗсем пӑшал перекен казак патне пырса ҫеҫ ҫитнӗччӗ, вӗсен ҫийӗпе икӗ пулька шӑхӑрса иртсе те кайрӗ. Мӗнле шутлатӑн эсӗ, юратать-и вӑл сана?.. Тен, пӗлетӗн те пуль-ха эсӗ, тахҫан ман тӑван пурччӗ. Ҫапла тума сӑмах парсамӑр мана. Апла пулсан, эпӗ пухусенче мӗншӗн калаҫманни ҫинчен ма ыйтатӑн-ха ара эсӗ? Н-да! Ватӑ Том пуҫне ҫӗрелле пӗкнӗ. Куско, Квито, Лима, Сант-Яго, Вилла-Рика, Вальпарайзо хулисем тата пирӗн «Дункан» шыракан Косепсион хули те, пурте вӗсем лартнӑ хуласем пулса тӑраҫҫӗ. Кӗлтуса пӗтерсен, карчӑк мана вӑрататчӗ: — Тӑр, ҫитӗ кӳпчеме, кӳпчемешкӗн пурӑнмастӑн вӗт!.. — Ялта кулаксен шайкки туртса илчӗ. — Паллах, романтикӑллӑ, Байрон майлӑ. Пи-и-тех те аван кушак аҫиччӗ вара! — Хутсене те илсе кайрӗ-и? Вӗсен мӗнпур шанчӑкӗ икӗ енӗ те ал вӗҫҫӗн — хӗҫсемпе, кинжалсемпе ҫапӑҫасси; апла пулсан — перессинчен ытларах чикме, касма лекет. Эпӗ ним пытармасӑр каласа пани капитана пит кӑмӑла кайрӗ. Швабрин, тӗппипех пӗтнӗн туйӑнса, юпа пек хытса тӑчӗ. Унӑн кунта килмелли ӗҫӗ те ҫукчӗ пек. Иван Никифорович вӑл килнине хай те хапӑл тусах йышӑнмарӗ, анчах леш киле-киле эрни-эрнипех е ытларах та пурӑнатчӗ. Лиза, хураскер, палламан ҫынсем умне ҫаплипех тухма вӑтаннӑ-мӗн; вӑл ыйтма хӑйман, анчах та ырӑ мисс Жаксон ӑна каҫарӗ, тесе шаннӑ… Тата урӑхла та, тата урӑхла та шухӑшланӑ. Шыв юххи, Изота текех хускатса, урисене ҫыран еннелле пӑрать, аллисене сиклентерсе тӑрать, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса ҫырана тухма тӑрӑшнӑ пек курӑнать. Канӑҫа пӗлмен ҫынсем Марс ҫинче пурӑнакансемпе ҫийӗнчех калаҫу пуҫлама сӗннӗ. — Анне кӑна. Унӑн тӗсрен кайнӑ буденнӑвски ҫӗлӗкӗ папахӑсемпе мулахайсем, хӗрарӑмсен тӗрлӗ тӗслӗ ула-чӑла шалӗсемпе тутрисем ҫийӗн сулланкаласа иртрӗ. Уҫланкӑ тавра йӑвӑ ӳссе ларнӑ юманпа хурӑн кунталла вӑрттӑн кӗпӗрленсе килнӗ пек курӑнать, шӑплӑхра ним хускалмасӑр ҫӗр ҫине тӗксӗм ӑшӑ мӗлке ӳкерет. Эсир, сӑмахран, ҫапӑҫмасӑрах хӑвӑра хӑвӑр маттур вырӑнне шутлатӑр, — эпир вара ҫапӑҫасшӑн. Унӑн ывӑлӗ тӗрӗс тунине курсан вара вӗсем тӗрӗссипе, хыттӑн:— Ҫак ҫын тӗрӗс! — тесе калаҫҫӗ пулӗ, тенӗччӗ. — Мӗнле ӗҫ? — Петӗре хирӗҫ пулсан та пустуй; хӑй ҫылӑха кӗнӗ, — хӑй ответ парать! Вӑрҫӑ вӑтӑр ултӑ уйӑх хушши пырать ӗнтӗ, анчах вӑрҫакансенчен нихӑш енӗ те татӑклӑ ҫӗнтерӳсем тунипе мухтанма пултараймасть. Канат татӑласран Джон Мангльс ӑна кашни ҫур сехетрен пӗрер чалӑш вӑрӑмрах туса ярать. Ҫавӑнтах вӑл Фомаран пӗр утӑм чакса тӑнӑ. — Хопровсем ҫинчен ӑҫтан илтнӗ-ха вӑл? Кӑмӑлӗ те унӑн питӗ ырӑччӗ, — терӗ. Вара вӑл макӑрса ячӗ. Япалисене пуҫтарса кутамккаланӑ чухне вӑл, пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ хутаҫ ҫинчен нумайччен шухӑшларӗ, анчах ҫапах та, юлашкинчен ӑна хӑйпе пӗрлех илчӗ. Лещинская Корчагин мӗнле «расчёт» ҫинчен каланине пӗлет. Эпӗ пӑхрӑм та — ҫавӑ карточка пулнине, куртӑм. Вӑл час-часах шӑллӗн килӗнче Поповӑпа унӑн хӗрне курнӑ. Попова малтанхи пекех хитре, салхуллӑ — лӑпкӑ та-та уншӑн ют пулнӑ. Кирлӗ мар! Эп, учлетӑн кӑвак спецовкине тӑхӑннӑскер, аслӑ ӗҫсем тума ӗмӗтленнӗскер, кашни канмалли кунсерен ҫакӑнта килеттӗм. Ывӑлне вӑл юратнӑ, анчах та калама ҫук хӑраса тӑнӑ; именине тытма Василий Ивановича ирӗк панӑ — хӑй нимӗнле ӗҫе те хутшӑнман: старике хуҫалӑхра улшӑнусем тӑвасси ҫинчен, хӑйӗн планӗсем ҫинчен калаҫма тытӑнсанах, вӑл ахлатма, тутӑрпа сулкалама пуҫланӑ, сехри хӑпнипе куҫхаршийӗсене ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ. Хӗҫпӑшалпа тапӑннине сирсе яма манӑн салтаксем ҫитес ҫук, горецсен вара пурин те ҫӗҫӗсем, вут чулӗпе пемелли пӑшалсем пур. — Ку Артём сасси. Чул сӑртсем ҫинче эпӗ кайӑк ҫӑмартисем нумай пухрӑм, унтан шӑтӑка икӗ-виҫӗ ытам шывра ӳсекен типӗ курӑксемпе ытти тӗрлӗ курӑксем илсе кӗтӗм те ирпе апатланма ҫӑмартасем пӗҫерме шутларӑм. Укҫа? Ку вӑл Уйӑх Ҫӗр тавра ҫаврӑнса илнӗ вӑхӑтра хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра та пӗр хут кӑна ҫаврӑннине пӗлтерет! Халь вӑл кӑвак тӳпепе пӗлӗт тӗлӗнче пек, ҫук, танк хыҫӗнче пӗлӗт мар пулас, шурӑ газ пулмалла, шухӑшларӗ Андрей. Халӗ-и? — Кайса килер ирхине? Амӑшӗ йывӑррӑн сывласа илчӗ те ҫӗрелле пӑхрӗ. — Ҫаплах-и вӑл, Павлуша? Жан-Шуан вара Жан-Шуанах пулса юлнӑ. — Мӗн тумалла пирӗн? — ыйтнӑ Фома. Куратӑп ӗнтӗ: сӑмсу шӑтӑкӗсене вылятма пуҫларӑн! Вара сирӗн аслаҫӑра: Петр Овсяников сирӗн ҫине ҫӗре туртса илнӗшӗн жалоба панӑ, тесе каласа панӑ… — Камоэнс! — Ҫук, ӑнмасть ман, — терӗ вӑл, типтерсӗррӗн тыткаласа ҫӗнӗ карт хатӗрленӗ май. — Сасси шуйттанӑнни пек илтӗнӗ ҫав! — асӑрхаттарчӗ Марко та. Горева аманнин кровачӗ ҫумӗнче ларать, пуринчен те уйрӑлса кайнӑ, ҫуртран ҫурта пӗчченшерӗн куҫса пыракан полкри ҫынсем каллех Голышев патне пухӑнчӗҫ. Ку таранччен урӑх никам та, нихҫан та ҫак тискер ҫын чухлӗ лайӑх произведени пӗтерменччӗ. Ӗҫес килет-и? Хыҫалта Сен-Мишель тӑвӗ хуралса ларать, вӑл пысӑк, виҫкӗтеслӗ, хурҫӑ тумтир пӗркеннӗ крепость пек, унӑн икӗ катмар тӑрри — пӗри шӗвӗр те ҫаврака, тепри тӑваткал тӑрӑллӑ башньӑсем. — Мӗнле пурӑнатӑн, колхоз председателӗ? Кӑна лайӑхрах пӗлес тесе, тин ҫеҫ ыйтӑва тапратма пикенчӗ те, ҫав вӑхӑтра Гленарванпа унӑн арӑмӗ, мисс Грант палуба ҫинелле хӑпарнине курчӗ. Ромашов чӗнмерӗ, иккӗленсе тӑчӗ. — Хӑрамалла, анчах эсӗ ун ҫинчен никама та ан шарла, ачасене ан кала! Пӗр хут пычӗҫ вӗсем — ӗҫӗ тухмарӗ. Унӑн вут пек ҫунакан алли вӑрахчен те хыттӑн пӑчӑртарӗ ман алла. Павел йӳҫҫӗнтерех кулса илчӗ. — Эпӗ те ӑнланмастӑп… Пӑшӑрханнипе йӑлтах шурса улӑшӑннӑ манӑн сӑн-сӑпат, хӗрелсе кайнӑ куҫӑмсене курсан, тен, Гретхен та урӑхла шухӑшлама тытӑнӗ, тесе пӳлӗмрен ӑна хирӗҫ тухрӑм. — Акӑ мӗн: сан улпуту мана хӑйӗн Дуни патне записка леҫсе пама хушнӑччӗ, анчах эпӗ унӑн Дуни ӑҫта пурӑннине манса кайнӑ». Анчах лашасене лайӑх пӑхса усра, пурте паян тесен паянах строя тӑма хатӗр пулччӑр!» — тенӗччӗ ӑна унччен маларах Половцев. — Шӑллу ӑҫта вара? — ыйтнӑ Ульяна, макӑрнипе шыҫса кайнӑ куҫӗсене мӑчлаттарса. Асапланса пӗтрӗм. — Юрать-ха, Огнянов хупах хуҫине те, ун ҫемйине те лайӑх паллать, вӑл вӗсен аслӑ ачине тахҫан вӗрентсе курнӑ та, ҫакӑ ӑна кӑштах лӑплантарчӗ. Эп килӗшетӗп. Эсӗ ырӑ тунӑшӑн эпӗ сана акӑ мӗн каласа парам: эсӗ, ҫӑмӑлттай мар, лайӑх ҫын тӗлне пултӑн-тӑк, унран ҫирӗпрех тыт; вилӗмрен те ҫирӗп тыт. Колхозшӑн, чӑн та ӗнтӗ, хытӑ тӑратчӗ вӑл, большевика ҫырӑнни-мӗнӗ — ҫук, пулман вӑл. — Курӑпӑр… Елена упӑшкине хирӗҫлемерӗ; ҫак самантра ӑна Инсаров халсӑрланни Российӑн пӗтӗм ҫамрӑк ӑрӑвӗ мӗнле пулнинчен ытларах шухӑшлаттарчӗ… — Эпӗ ыйтатӑп сирӗнтен: кам-ха эсир, чӑннипе каласан? — кӑшкӑрать Мирон. Варени патне черет ҫитсен, нимӗнле пылак япалана та юратман Аркадий ҫапах та халь кӑна пӗҫернӗ тӑватӑ сортлӑ варенисене тутанса пӑхма шут тытрӗ. Фома ҫурма сасӑпа:— Шуйттан пӗлсе ҫитертӗр-и… пӗри капла калать, тепри — апла… — тесе, куҫхаршисемпе шӑмарса, ун хыҫӗнчен пӑхса юлнӑ. Пыма хушаҫҫӗ пулсан, илсе кай хӑвӑртрах, илсе кай. Каҫӗ тӗттӗм, ҫиллӗ, питӗ сивӗ. — Ҫиме пар… Вӑл вӑхӑтра кашни башня, кашни замок ҫумӗнчех ҫавнашкал чул михӗсем пулнӑ. Нумай асапланнӑ хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ сулӑна ҫавӑрма чарса ҫыран хӗррине илсе ҫитрӗҫ. Эпӗ кукамай каланине итлеме юратнӑ пекех, вӑл та ним чӗнмесӗр тимлӗн итлесе пырать, эпӗ Смурый ҫинчен каласа кӑтартсассӑн, кукамай пӗтӗм чӗререн сӑхсӑхса илсе калать: — Лайӑх ҫын, турӑ амӑшӗ пулӑштӑр ӑна, лайӑхскере! Матвей Юргин килсе ҫитрӗ, — кашни минутрах ҫапӑҫу пуҫланасса кӗтнӗ-мӗн вӑл. Тӑватӑ пӑшал харӑссӑн персе ячӗҫ, пени те харама каймарӗ: тӑшмансенчен пӗри ҫӗре ӳкрӗ, ыттисем васкасах йывӑҫсен хыҫне пытанчӗҫ. — Сирӗн Назанскийӗр — йӗрӗнчӗк! — сассине пусӑрӑнтарса, ҫиллессӗн каласа хучӗ Шурочка. — Ӑҫтан эсӗ, ачам? — тесе ыйтрӗ Элен. Эпӗ, хаклӑ юлташсем, халь ӗнтӗ колхозниксем, шӑпах социализм патне илсе пыракан хамӑрӑн хаклӑ ҫул пулса тӑракан колхоза Сталин ятне пама сӗнетӗп. Пуҫсем ҫийӗн кристалсем йӑлтӑртатаҫҫӗ. Эпӗ Ерофее Касьян ку таранччен маншӑн ӑнлануллӑ ҫын пек туйӑнни ҫинчен калас тенӗччӗ кӑна, анчах манӑн кучер малтанхи пекех шӑппӑн татах калаҫма тытӑнчӗ: — Анчах эсир вӑл сире кирлӗ ҫӗре илсе кайнипе кайманнине асӑрхӑр. Ирӗксӗрех трактире кайса биллиардла вылятӑн. — Ҫаплах-с, — терӗ Яков. Эпӗ халь университетри лекцисем ҫинчен те, ӗҫе пӗтересси ҫинчен те шухӑшлама пултараймастӑп. — Тухтӑр Мефф Поттера пуҫӗнчен хӑмапа пачӗ, лешӗ кайса ӳкрӗ, индеец Джо ҫӗҫӗ ярса илсе тухтӑр патнелле тапса сикрӗ те… — Ҫук, батюшка, — терӗ Наталья Савишна сассине пусарса, вырӑн ҫине ман ҫывӑхарах ларнӑ май, — халь унӑн чунӗ кунтах-ха. Малтанласа эпӗ афишӑсем ҫыпӑҫтараканниччӗ, унтан эп вӗсене сӑрласа ҫыраканни пултӑм, вӗсенчен пӗри, симӗс попугайли, питӗ лайӑхчӗ те, Кораблев ӑна хӑй валли асӑнмалӑх тесе илчӗ. Куратӑп эпӗ: ӑс нумай та, усси ҫук. Плантатор шутсӑрах ҫепӗҫ чӗлхепе малалла ыйтма пуҫларӗ. Эпӗ аяккалла пӑрӑнса иртесшӗнччӗ, анчах хӗр мана хӑех чарчӗ. Эс, ача, ан ҫиллен, эп сана кирлӗшӗн калатӑп. — Эсӗ пиртен ютшӑнатӑн, пире асӑрхасшӑн та мар, Мимипе ҫеҫ калаҫатӑн. — Пӑрахма шутламастӑп та, — никам хумхантарма пултарас ҫук лӑпкӑн каларӗ Зеб, вӗлернӗ выльӑх хырӑмӗ ҫинчи тире ҫивӗч ҫӗҫӗпе касса ҫурса. Спэнглершӗн ҫавӑ паллӑ мар пулнӑ, Кольхауншӑн та ҫавӑн пекех. — Ӑҫта каяҫҫӗ вара вӗсем? — Ҫӗрӗн аялти ҫурӑма пайне ҫитӗн те унтан пӗлӗт ҫине персе анӑн, — тесе хӑратнӑ килте лараканни. Ерофей Кузьмич ҫӗлӗкне кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ, халь ӗнтӗ вӑл хӑй ҫурхи шыв юхтарса каякан турпас татӑкӗ пек ҫеҫ пулса тӑнине туйса илчӗ: — Спасибо… — Аслисем каланине итлетӗн-и? — Итле вӑл каланине, вӑл ҫулӗпе те, вырӑнӗпе те сантан аслӑрах… — терӗ. Масар тавра карта тытнӑ. Эсӗ Мускавра чух пӗр сехетлӗхе ҫеҫ тухса кайнӑччӗ. Халь кӑна машинист тӑнӑ вырӑна пысӑк кӗлеткеллӗ Артём хӑпарса тӑчӗ. Хопров чухӑн ҫын, ӗлӗкрех — шуррисем енче пулнӑ, обществӑллӑ пурнӑҫа хутшӑнман, тахӑш енчен Лапшинов кулак ҫумне пырса сӗвеннӗ. Тырпулсем сайралчӗҫ. Ҫак самантра Разметнов, сӑпса сӑхнӑ пек сиксе тӑрса, кӑшкӑрса ячӗ: — Ухмах! Хӗвелтухӑҫ енчен ҫапла усал ҫил вӗрсе тӑнӑ, ҫынсем ӗҫсӗр аптраса ларнӑ вӑхӑтра станицӑри виҫ ҫӗр килте пуринче те хуторта тахҫанах ҫӗре кӗнӗ темле Иван Иванович Дегтярев ҫинчен калаҫу пуҫланнӑ. Ҫав ҫын тахҫан авал хӗвелтухӑҫ енчен ҫил вӗрнӗ чух уйран итем ҫине кӗлте турттарма тытӑннӑ пулнӑ-мӗн. — Капитан Мироновӑн хӗрӗ ман патӑма ҫыру ҫырнӑ; вӑл пулӑшу ыйтать; — Вот выльӑх! — терӗ Джон Мангльс. Асӑрта тытӑр, кунта калаҫу ман пурнӑҫ ҫинчен ҫеҫ мар, ҫак ачан пурнӑҫӗ ҫинчен те пырать. Йӑлӑнатӑп сире, доктор, маншӑн ырӑ ҫын пулӑр, шанчӑк ӗмӗлкине те пулин парсамӑрччӗ, — терӗ вӑл. Хӑйне йӗрлекенсем чарӑнас ҫуккине сиссех тӑнӑ вӑл, ку урамра пулмасан, тепӗр урамра хуса ҫитӗҫ те персе пӑрахӗҫ тесе шухӑшланӑ вӑл, — ҫитменнине, каҫӗ те тата ҫӑлтӑрлӑ, уяр. Ҫак хушӑра, хӑйӗн ӳчӗпе ачине хупласа, йӑрӑмлӑ кит татах ҫынсем ҫине ыткӑнчӗ. Ҫӗр кӑмрӑкӗпе нефть вырӑнне халӗ те акӑ пире юханшывсем усӑ параҫҫӗ, ҫил вӑйӗпе, хӗвел пайӑркисен ӑшшипе, атом энергийӗпе усӑ кура пуҫларӑмӑр… Автор Лапутинчен тухса каять. Ҫав кунах вӑл Сакнуссем документне хулари архива пачӗ, хӑй Исланди ҫулҫӳревҫи кайнӑ ҫулпа Ҫӗрӗн чи варрине ҫитсе курма май килменшӗн пит ӳкӗнсе калаҫрӗ. — Ҫук. «Ҫӗҫӗсем» текеннипе. Хӗрарӑм-чурасем ӑна Египетӑн ҫӳп-ҫӳхе йӗтӗнӗнчен хатӗрленӗ кӗске шурӑ туника та саргонсен хаклӑ йышши виссонӗнчен ҫӗленӗ хитон тӑхӑнтартнӑ, ылтӑн тӗспе питех те вӑйлӑ ялтӑранӑран, тумӗ ун хӗвел пайӑркисенченех тӗртсе тунӑн туйӑннӑ. Тухатмӑш ҫапла туни хӗрарӑм патшана килӗшрӗ пулмалла. Вӑл ачасенчен вӑрттӑнтарах кӗсйинчен пӗчӗк коробка туртса кӑларчӗ. Эпӗ калатӑп: каяс килет пулсан кайӑр, вӗсене пӗтӗм еврей халӑхӗ ячӗпе кам алӑ пусса парӗ? Ну-и сӑмса-а? Ха-ха! Уэлдон миссис усӑ курчӗ те ӗнтӗ. 25-мӗш числара Демка Ушаков бригади хӑйӑрлӑ кӑвак ҫӗре сухалама тухрӗ. Сергей хыпашласа ун ҫине хӑпарчӗ, вара, ӳпне выртса, урисене тепӗр енне усрӗ, унтан майӗпен пӗтӗм пӗвне те ҫавӑнталлах антарма тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра мӗн ҫине те пулин пусас тесе урисемпе хыпашларӗ. Ҫапла вара Магеллан экспедицийӗн пӗтӗм инкекӗ те пӗтнӗ теме пулнӑ, малалла ӗнтӗ юлнӑ виҫӗ караппа утравран утрава, гавӑньрен гавӑне ишсе, майӗпе тӑван Европӑна чиперех таврӑнӑпӑр, тесе шухӑшланӑ вӗсем. Амӑшне Людмила сассинче темле тӗлӗнмелле япала пур пек туйӑнчӗ те, вӑл ӑна питӗнчен пӑхрӗ, лешӗ ҫӳхе тути хӗррипе кулса тӑчӗ, куҫлӑх витӗр унӑн ҫутӑ хура куҫӗ йӑлтӑртатрӗ. Пансем йӗркеллӗ калаҫма тӑрсан, вӑл харкашнӑ, анчах чӑрсӑррӑн та лӳпперрӗн усал сӑмахсемпе вӑрҫакан хресченсене, — вӗсене ҫавӑншӑн чи тӳлек «шляхтич» та хӑлха чикки тыттарма пултарнӑ пулсан, — Макҫӑм пичче вара сӑмах та чӗнмен. Анчах куҫа палӑрсах кайми халӑх хушшинчен хам тахҫан ыталанӑ чух кӑмӑлсӑр пӑхакан Катя мар тухса тӑчӗ ман умма, хама телей кӳрекен Катя мар — урӑххи тухрӗ. — Темле этем килет, — терӗ Вася. Аван-ха, пире тӗтре хупӑрласа тӑрать! — Чи малтан, пирӗн ҫине контрабандистсем ют ҫынсем ҫине, тен, сӑвакан ӗне ҫине пӑхнӑ пек кӑна пӑхаҫҫӗ, Риварес вара — сахалтан та вӗсен тусӗ, ертсе пыраканӗ пулмасан, — вӗсем ӑна итлеҫҫӗ те, шанаҫҫӗ те. — Эпӗ сире пӗлтерем, — терӗ Увар Иванович, куҫҫульне шӑлса, — эпӗ куртӑм: — хӑрах аллипе пилӗкрен тытрӗ, урине хучӗ те — хап! тутарчӗ. Пӗр самантлӑха унӑн куҫӗ Аннӑн канӑҫсӑр йӑлтӑртатса ҫутӑлакан куҫне тӗл пулчӗ, Анна Дубавӑна ӑсатса йӑл кулса илнине асӑрхарӗ те чӳрече патӗнчен сасартӑк пӑрӑнчӗ. Сехри хӑпнӑ Яков Лукич сасса та уйӑрса илеймерӗ, ҫакна такам, кунта курӑнман виҫҫӗмӗш ҫын, шӑхӑрса, пӑшӑлтатса ыйтнӑн туйӑнчӗ ӑна. — Ан шиклен, хӗрӗм, мана вӗлерсе вырттарма ҫав териех ҫӑмӑл мар, вӗреннӗ эскулапсен арифметики шутласа хунине хирӗҫсе те пулин эпӗ пурӑнатӑпах. Хоп! Вӑл йӗплӗ те, шӗвӗр те! Чӑннипе каласан, кунта нимӗн кулмалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, хама хирӗҫ тарӑн шухӑшлӑн ларакан ман штурман, чӗлӗмне туртнӑ май, эпӗ тӗрӗсех калатӑп, терӗ. Хӗрсем ҫапах та темшӗн кулатчӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле ҫулҫӑсем куҫа хӑяккӑн ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Ытла та телей пулмарӗ-ҫке — эпир пустуях икӗ мильӑна яхӑн турӑмӑр. Ромашов ӑна, унӑн пусӑрӑнчӑк, ансӑр та вӑрӑм ҫурӑмне, хыҫӗнчен пӑхса юлчӗ, вара хӑй чӗринче сасартӑках, паҫӑр кӑна пулса иртнӗ кӳренӳ йӳҫӗлӗхӗпе халӑх умӗнче курнӑ мӑшкӑл витӗр, ҫак пӗр-пӗччен, кутӑрланса-тӳрккесленсе кайнӑ, никам юратман ҫынна шеллес килни йӑшӑлтатма пуҫланине туйса илчӗ: кӑмӑл туртаканни тӗнчере мӗнпурӗ те ик япала ҫех юлнӑ-ҫке-ха унӑн — хӑй ротин строй илемлӗхӗ те каҫсенче кулленех лӑпкӑ вӑрттӑнлӑхра пытанса ӗҫке ярасси, — «минтер патне ҫити» теҫҫӗ унашкалне полкри вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн уҫҫи-хуппине пӗлмесӗр эрех лакакан ватӑ бурбансем. Алтарьтен, ҫурта сӳнтермелли хыпкӑҫ йӑтса, чиркӳ хуралҫи тухрӗ. Эпир иксӗмӗр кӑна юлтӑмӑр. Фома старикӗн ҫамки ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсем мӗнле куҫкаланине асӑрханӑ, вӗсем ӑна славянла ҫырӑвӑн йӗркисем пек туйӑнса кайнӑ. — Акӑ мӗнле! — сиксе тӑчӗ Паганель. — Эсир Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑннӑ, анчах эпӗ сирӗнпе пулман! — Халех! — Эсӗ вара, Анна Савишна, сан патӑнта Дубровский хӑех пулнӑ тесе шутлатӑн-и? — ыйтрӗ Кирила Петрович. Унта та кунта, симӗс-кӑтра ҫулҫӑсем хушшипе, шурӑ хурӑнсем курӑннӑ. Кӑшт хыҫаларахра, кӳлӗ йӗри-тавра ункӑ пек пулса, ватӑ вӑрман кашласа тӑнӑ. Пирӗн Англи ҫарӗнчи параппанҫӑсемпе трубачӑсем пурте пӗр харӑс кӗрлеттерсе музыка каласа тӑрсан та ҫавӑн чухлӗ шав пулмӗ тесе шутлатӑп. Эпӗ эстрада ҫине сиксе улӑхрӑм та Варя аппана аллӑ пус тыттартӑм… Урӑхла пулма та пултарайман, мӗншӗн тесен ҫапах ҫут тӗнчере мӗнле пулсан та обществӑллӑ шухӑш, вулакансем, фактсем ҫинчен чӑннине пӗлес текен чӗрӗ ҫынсем пур, вӗсене ултав тискисенче вӑрах тытса тӑма нимле май та ҫук. Иннокентий Павлович Леденев киличчен Корчагин санаторире шахмат «чемпионӗччӗ». Вӑл ҫак ята, пӗрремӗш вырӑншӑн ҫине тӑрсах кӗрешнӗ хыҫҫӑн, Вайманран туртса илчӗ. Пур ҫӗре те ӗлкӗрекен казак! Анчах кам пӗлет, мӗне те пулин ӗненӗ-ши вӑл е ӗненмӗ-ши? Ӑна пула пӑтрашу нумай пулнӑ. Назар! Эс вӗҫтер халех кордона, анчах ҫыран хӗррипе ан кай: вӗлерӗҫ, чӑн калатӑп. Вӑл пире эпир унӑн ӗмӗтленнӗ ҫулӗпе пынӑшӑн кӑна чӑтса пурӑнать. Укҫа-тенкӗ, кӗпе-йӗм, пӗтӗм апат-ҫимӗҫ, кӗсел пӗҫермелли ҫӑнӑх, пӑтӑ пӗҫермелли кӗрпе тата вутӑ ун аллинче пулнӑ; ӑна сыхласа усрама укҫа та панӑ. Куратӑп, эсӗ чӑнах та хӑвӑн мучу хыҫҫӑнах кайма шутлатӑн иккен. — Урӑх ҫулпа ан кайчӑрччӗ вӗсем. Хӗвел аннӑ сехетсенче кунта мексиканец-кавальеро хӑйӗн тӗрлесе илемлетнӗ тумӗпе хитре сеньорита умӗнче шукӑлленсе ҫӳрет, хӑйӗн сигарети тӗтӗмне унӑн питҫӑмартийӗ патнелле ярать. Пуҫне темле илемлетнӗ ҫын та пур: кӑпӑшка минтер пек туса тӑватӑ пая уйӑрнӑ кӑтра ҫӳҫсем е тӗвӗлесе ҫыхнӑ ҫивӗтсем; кӑмпа хурӑмлӑ е ҫамка ҫинелле ҫатма аври пек анакан, хӗрлӗ тӗкпе илемлетнисем; кукӑр мӑйрака пек ҫивӗтленӗ, хӗрлӗ тӑмпа якатнӑ, ҫу сӗрнӗ кӑтра ҫӳҫсем. Анне мана хӗненӗ чухне эпӗ ӑна шеллеттӗм, вӑл ҫавӑн пек хӑтланнӑшӑн хама-хам лайӑх мар туяттӑм: вӑл сайра-хутра ҫеҫ мана тӗрӗссипе, тивӗҫлипе хӗнетчӗ. Панулми, нафталин, лакпа тинтерех кӑна сӑрланӑ сӗтел-пуканӑн та темле пит начарах мар уйрӑм шӑршӑ сарӑлнӑ ҫурма тӗттӗм пӳлӗмре — унашкалли вӑл ытлӑ-ҫитлӗ пурнӑҫпа пурӑнакан, тирпейлӗ нимӗҫ ҫемйисенчи тум-юмпа япаласенче пулать — кӗтсе тӑмашкӑн тиврӗ. Талантсене хӳтӗлекен, пулӑшакан сенатор ӑна Гомер бюстне парнеленисӗр пуҫне урӑх нимех те тӑвайман; анчах ӑна Анна Васильевна укҫа парса пулӑшнӑ, Шубин вара вунтӑххӑра ҫитсен, аран-аран тенӗ пек, университета, медицина факультетне вӗренме кӗнӗ. — Ӑҫта кайма тухнӑ-ха вӑл тата? — Мӗнле вӑрттӑн ӗҫсем? Хӑвӑртрах, тусӑмсем, хӑвӑртрах! — васкаса шӑппӑн калать Барахо. — Килте. Уйӑх япаласене хӑй те аван ҫутатать — уйӑхлӑ каҫ йӗри-таврара катаранах курма пулать, — тесе калама пултаратӑн. Никам та палача чарма хӑтланмарӗ. Вӑл хӑйӗн хӑнине ҫитернӗ апат чи чӑкӑлтӑш гастронома та килӗшмелле ӗнтӗ, анчах Санина вӑл ытла та вӑрӑма пынӑ пек тата чӑтса ларма та йывӑр пек туйӑнчӗ! — Камран пӗлтӗн? Вӑл кӑшт кӑна ҫӗкленсе, вут чӗртсе ярас кӑмӑлпа, мӑк патнелле кармашрӗ, анчах ҫав самантрах, хӑй ура ҫине тӑма пултарайманнине чухласа илчӗ. — А эпӗ ҫапах та нимӗн те ӑнланаймастӑп! — терӗ чӗтресе Гленарван. Тронӗ вара хӑй, ылттӑнпа инкрустациленӗскер те таянкӑҫӗсене ылттӑнранах выртакан арӑслансем евӗр тунӑскер, пил шӑмминчен пулнӑ, Тронӑн ҫӳллӗ хыҫӗ ылттӑн ҫаврашкапа вӗҫленнӗ. Анчах Ҫӑрттан мучие пӗр сӑмахпа чарма е иментерме май ҫук ҫав. Начальник Оленинпа хурӑнташлӑ, вӑл ӑна курасшӑн пулчӗ, ӑна штабра юлма сӗнчӗ. Оленин килӗшмерӗ. Анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе, ытларах та ытларах, Артамонов хӑй ывӑнса ҫитнине туя пуҫларӗ, вӑл хӑйӗн ача чухнехи ҫулӗсене, яла, лӑпкӑ та таса Рать шывне, анлӑ ҫеҫенхирсене, мужиксен кӑткӑс мар пурнӑҫне аса илнӗ. — Хальхи пекех астӑватӑп-ха, Петр Григорьич ятлӑччӗ вӑл. — Пӗлетӗп эп эсир мӗн ҫинчен каласса… Тытыревскипе Тымощевский курень обозӑн сылтӑм айӑккине запаса тӑрать. Айккинчи тепӗр урам Павела курӑнмасть. Хама хам ҫирӗп тытасси ҫинчен эпӗ халиччен шухӑша та илмен. — Икӗ такан ҫапмашкӑн мӗн чул вӑхӑт кирлӗ тетӗн эсӗ? Сан мӗскӗн аҫу, юри тунӑ пекех, чирлӗ выртать! — терӗ. — Питех те лайӑх, — терӗ тӑлӑх арӑм. Ҫук, Николай Матвеевич, паттӑрлӑх, ӑссӑр пулсассӑн та, лайӑх япала… Эсир хӑвӑр ҫинчен каласа панӑ ҫынна хӗрхенетӗр. Куратӑр ӗнтӗ, сирӗн ҫинчен каласа панӑ чухне вӑл ытлашши вӑтанса тӑман. Сывлӑшра архиерейӗн тивлетлӗ лӑпкӑ сасси ярӑнса тӑнӑ, вӑл, аллисене никӗс хунӑ вырӑн тӗлӗнче тытса, уҫӑ сасӑпала кӗлӗ вуланӑ: — «Ӑна тӑвӑл та, шыв та, нимӗн те пӑсма ан пултарайтӑр, ӑна ыррӑн туса пӗтерме, эй, турӑ, хӑвӑн хӑватна яр, унта пурӑнас текенсене тӗрлӗ усал-тӗселтен хӑтар»… Ватӑ клизьмӑ эсӗ! Вӑл хакне тӳрех ҫитмӗл пилӗк тенкӗ чакарчӗ: — Юрӗ, хама упыткӑлла сутатӑп, анчах шахтер юлташсем валли ҫеҫ, мана каҫарӑр эсир, манӑн правление каймалла, сирӗнпе вӑхӑт ирттерме ерҫӳ ҫук манӑн. Чӑннипе каласан, пирӗн пайтах япала сая кайнисем те пулнӑ, сӑмахран пирӗн пӑшалсем путнӑ: анчах ҫапах та вӗсем ҫухални пире пит аптӑратмасть-ха. Эсир райисполкомран мар пулӗ те? — Вилсе выртнинчен мана нимӗнех те пулас ҫук, Таюша. Тискер кайӑксем ҫывхараҫҫӗ; вӗсем сулӑ йӗри-тавра хӑвӑрт ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ, курьер поезчӗ те хӑваласа ҫитес ҫук. Гек йӗмне тӳмелеме манса кайсан, шерепийӗ пылчӑк тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пынӑ. Наталья Евсеевна хӑй нимӗн те пӗлмест. — Нивушлӗ эсир ҫак кайӑк пурӑнӑҫӗнче кансӗрлӗхсем пуррине туймастӑр? Енчен ҫав самантра эсрелӗ хӑй кӗнӗ пулсан, е вилнӗ ҫын чӗрӗлсе кӗнӗ пулсан, кӗтмен ҫӗртен Иван Никифорович пырса кӗнинчен ытла тӗлӗнмен пулӗччӗҫ ҫынсем. Ӑна пур козаксем те хисеплеҫҫӗ; вӑл икӗ хутчен кошевоя суйланнӑ, вӑрҫӑра та питех те маттур козак, анчах тахҫанах ватӑлса ҫитнӗ, нимле походсенче те пулман, никама та нимӗнле канаш пама та юратман ватӑ салтак, козаксен ушкӑнӗсем патӗнче хӑяккӑн выртса, пулса иртнӗ ӗҫсемпе козаксен похочӗсем ҫинчен каласа панине итлеме ҫеҫ юратнӑ. — Фрол Дамасков. Джемма, вӑтаннипе ниҫта кайса кӗреймесӗр, хӗрелсе кайрӗ, Санин аллине тытса чӑмӑртарӗ те пӗр самантра розӑна пытарса хучӗ. Ҫамрӑк ҫынсемшӗн ҫырусене почтӑпа яни ҫителӗксӗр пулчӗ, мӗншӗн тесен почта вӑл кунсенче ытла та вӑраххӑн ҫӳренӗ. Манахсем хӑвӑртрах утма пуҫларӗҫ, хура сухалли хуллентерех, шухӑша кайнӑ пекрех юрлама тытӑнчӗ, певчисен хорӗ пачах та юрлама пӑрахрӗ. Вӑтанать. Кунта конакра чухне «Независимость» хаҫатпа листовкине хам куҫӑмпа хам куртӑм-ҫке, шантарсах калатӑп сана. Кӗпӗрленӳ майӗпен-майӗпен ун патнелле куҫать. Нимӗҫсем Осип Михайловича комендатурӑна ирхине ирех сӗтӗрсе пынӑ-мӗн. Ӑҫта чикетӗн хӑвӑн пысӑк чышкуна? Хӑй сисмесӗрех вӑл сахалтарах кӗлтӑвакан пулчӗ; анчах Христос ятне асӑнмасӑрах, ун ҫинчен пӗлмесӗр пекех вӑл хушса хӑварнӑ пек пурӑннӑн туйӑнакан ҫынсем ҫинчен, Христос пекех, ҫӗре чухӑнсен патшалӑхӗ тесе шутласа, ҫӗрӗн пӗтӗм пуянлӑхне халӑх хушшинче пӗр тан валеҫме ӗмӗтленекен ҫынсем ҫинчен ытларах шухӑшларӗ. Вӑл кунта иккенне эпӗ шансах тӑратӑп. Пурте унталла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — Ку тӗрӗс! Хальхи вӑхӑтра лупашкан чӑн тӗпӗнче пыракан ҫулҫӳревҫӗсен мӗнле пулсан та хӑвӑртрах ҫӳллӗ вырӑнсене тухма тӑрӑшмалла, мӗншӗн тесен ҫумӑр кӗрлеттерсе ярсассӑнах ҫак лупашка чӑн-чӑн кӳлӗ пулса тӑрассипе хӑратать. Вӗсем лашисене ҫаптарчӗҫ. Ӗҫ мӗн чухлӗ малалла кайнӑ, ҫавӑн чул ӑна — хӑйсен вӑйне лӑпкӑн шанакан ушкӑн хушшинче, ҫырма тӗпӗнчен темиҫе теҫетке пин пӑт туртакан йывӑрлӑха хуҫашӑн кӑларма хатӗр тӑракан ҫынсен хушшинче — хӑйне хӑй ытлашшин курса тӑма йывӑр та кӳренӳллӗ пулнӑ. Ун хыҫҫӑн ыттисем те пычӗҫ. Хыттӑн кисренни вӗсене ыйхӑран вӑратнӑ. Темиҫе ҫеккунтран вӗсем палуба ҫине чупса тухнӑ. Ҫапла вара, «Дункан» ҫывӑхра тӑрать пулсан та вахтӑри матрос ҫыран хӗрринчен кӑшкӑракан ҫынӑн вӑйсӑр сассине илтме пултараймасть. Закон божи урокӗпе пуп Павкӑна яланах пиллӗк лартнӑ. Ун умӗнче ларнӑ чух эпӗ хам мӗн каламаллине е тумаллине ниепле те чухласа илеймерӗм. Эпӗ ӑна халь аса илетӗп те вӑл пурне те пулӑшма юратакан, лӑпкӑ та ырӑ ача пулнине ӑнланатӑп; тахҫан вӑл хӗрхенме те, ун пирки шухӑшлама та тивӗҫсӗр йӗрӗнчӗк ача пек туйӑнатчӗ мана. — Ну, мӗн вара? Унтан эпӗ хамӑн столяр (ӑна ман пӗчӗк заказсене пурне те туса пама хушнӑччӗ) хам кӑтартса тӑнипе ман ҫывӑрмалли пӳлӗмре ларакан пукансенчен пысӑк та мар, пӗчӗк те мар икӗ пукан тума хушрӑм, пукан хыҫӗпе ларкӑчин йывӑҫ харшисене ҫинҫе пӑшатанпа пӗчӗк шӑтӑксем шӑтарттартӑм. Акӑ, юлашки пӗчӗк татӑк кӑна юлчӗ ӗнтӗ, — хушса хурать вӑл ассӑн сывласа. Ҫитӗ. Ун куҫӗ умӗнче кӑшт ҫеҫ чӳхенсе ҫӳп-ҫӳхе те ҫӑп-ҫӑмӑл чаршав ҫакӑнса тӑрать пек, — ҫав чаршав хыҫӗнче вӑл… хускалмасӑр тӑракан ытарма ҫук илемлӗ ҫамрӑк сӑна туять; тутисем ҫинче ачаш кулӑ, куҫхаршисене вӑл аялалла антарнӑ. Пӗррехинче, пӗр сӗм-тӗттӗм каҫ, Ӑмӑрткайӑк, яланхи пекех, вӑрмана тухса кайсан, лагерьте такам чӗрене ҫурас пек хӑратса кӑшкӑрса ячӗ. «Шыв! Пилӗк ҫул ларнӑ, асту ҫавна. Юлташӗсем ӑна кӑмӑлласах марччӗ, салтакӗсем чӑн-чӑннипех те хытӑ юрататчӗҫ: тен, пӗтӗм вырӑс ҫарӗнче те пӗртен-пӗр тӗслӗхчӗ пулас ҫакӑ. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн арҫын ача манго йывӑҫӗ ҫумне тайӑнса ларнӑ ватӑ Нэп аллинче лӑпкӑн ҫывӑрса кайрӗ. Амӑшӗ хӑй вырӑнне ҫитсе чӳлмексене ҫӗре лартрӗ те, пичӗ ҫинчи тарне шӑлса илсе, йӗри-тавралла пӑхрӗ. Грант капитан ачисем, Гленарван, Джон Мангльс тата Паганель ун ҫине хыпалансах вырнаҫса ларчӗҫ. Джо тарӑхса кайрӗ. Ҫывӑрма та вӑхӑт. — Итле-ха, Гек, вилӗ кушаксем — мӗне кирлӗ вӗсем? Пӗр минута та ирттерсе ан тӑр, ҫавӑнтах систер. 1957 ҫулхи октябрӗн 4-мӗшӗнче чи малтанхи спутнике вӗҫтерсе ячӗҫ, ҫак хыпар самантрах мӗнпур Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче сарӑлчӗ. Ку станцӑра майрапа господин тепӗр вакуна куҫса кайрӗҫ, кун пирки вӗсем кондукторпа малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ. Пушанса юлнӑ перрон ҫинче Дубава патне Панкратов пырса тӑчӗ. Доктор патне килнӗ чухнех-ха ҫанталӑк улшӑна пуҫланине асӑрхарӑм, халӗ акӑ, вуннӑ ҫитес умӗн пӳртрен тухсан, ирхи сивӗ ҫил лӑпланнӑ, сывлӑш та тӑр-витӗр курӑнмасть, хайхискер яра пачӗ лапка юр — эппин пурга ҫывхарать пуль. — Пурне те суятӑн эсӗ! — Апла-а эппи-ин, — пӑшӑлтатса илчӗ те вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене сасӑпах каласа хучӗ: — Ку япалана ӑнланма вӑхӑт пулман манӑн. — Пӗлӗр, апла пулсан, эпӗ сире айванла, ӑссӑрла юрататӑп… Палуба ҫинче ҫара урасем ҫатлатни пӑрахут хӳри еннелле кайнӑ… Эпӗ шансах тӑратӑп, ман ӗҫе пӑхма тарсан, темӗнле судья та мана айӑплама пултараймасть. Ҫаксем ҫумне тата уртӑш ҫырли шывӗ ҫине сухари ватса хутӑштарнӑ турӑх евӗрлӗрех «Ҫкуч» ятлӑ апат пачӗҫ. Вӗренекенсем хушшинче лайӑх юлташсемех пур. «Ҫапла, — тет вӑл хӑйне хӑй, — вӑл шарламасть, анчах унӑн куҫӗсем калаҫаҫҫӗ. — Ҫапла, ырӑ, — терӗ Гусев пӗр куҫне хӗссе. Алексей кӑнтӑрлахи апата та, каҫхи апата та каймарӗ. — Ун пек хыттӑн ан калӑр… Анчах ҫавӑнтах хама хам ку ӗҫ мана тивес ҫук, терӗм. Кунсӑр пуҫне тата ҫакнашкал ӗҫ пулса иртнӗ вӑхӑтра мӗн те пулин тума та йывӑр. — Мӗн лаши пултӑр пирӗн? — тенӗ мужик. Ан ухмахлан, асту эп сана! — тесе кӑшкӑрса пӑрахнӑ. — Мӗн тата? — Ну халӗ эпир — ирӗкри кайӑксем! — кӑшкӑрса ячӗ Марья Николаевна. Эпӗ тахҫантанпах чӗрне вӗҫҫӗн тӑратӑп, пуҫа каҫӑртса анне ҫине пӑхатӑп. Вӑл халь-халь кайса ӳкес пек туйӑнать. Анчах та эпӗ барьер урлӑ вӑрӑм пӳрнесене ҫеҫ куратӑп. Ҫав типнӗ алӑ ҫинчи куҫлӑх майӗпен кӑна силленкелет. Вӑл акӑ мӗн каласшӑн пулчӗ пулас: эпӗ ӑна ӑнланмастӑп, ӑнланма та кирлӗ мар ӑна, анчах лайӑх йӗркеллӗ государствӑра, ан тив, художество та пултӑр ӗнтӗ. — Ҫапла ҫав, кӑштах телей пулни — кашнишӗнех лайӑх вӑл! — терӗ Николай тӳлеккӗн. Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ. Аякранах вӑл Кирила Петрович сассине илтрӗ те, хӑй ҫуккине ан асӑрхаччӑр тесе, пӳлӗме васкаса кӗчӗ. — Крюков хӗрлӗармеец ҫурчӗ. Анчах пӗртте кӗтмен ҫӗртен кунта вара унӑн ҫӑлӑнӑҫӗ те пулнӑ. Вӑл вырӑнӗнчен хӑпмарӗ, ҫаплах халтан кайнӑ пек, ӗмӗтне татнӑ ҫын пек, кӑмака умӗнчех тӑрса юлчӗ. Ун пӗртен пӗр юп курас ӗмӗчӗ те — тӑван Бяла Черква хулинче шкулшӑн тӑрӑшакана суйланасси кӑна. — Кала-ха, мундир лайӑх ларать-и ман ҫийӗмре?.. Ҫак йывӑҫсенчен хӑшӗ-пӗрисем, ҫӗр ҫултан мала маррисем, Европӑри хӗрлӗ чӑрӑш майне килеҫҫӗ. Унтан вӑл вӗсене темиҫе пая валеҫсе хучӗ те, кашни пайне шыв витмен хутпа уйрӑмӑн чӑркаса, пӗрне — пушӑ енчӗкне, тепӗрне — шӗлепке аҫлӑкӗ айне, виҫҫӗмӗшне — хӗвне чиксе хучӗ. — Ирсӗр шпион! — Bene. Павел шӑртланса кайрӗ. Асӑрхануллӑ утакан ҫара ура сассисем, урай хӑмисене кӑшт чӗриклеттерсе, алӑк патне ҫывхарса пычӗҫ. Вӑл ҫилленме пуҫланӑ, унӑн пичӗ темӗнле пӑхӑр та кӑтӑркка сӑнлӑ пулса тӑчӗ. — Каҫхи апата мӗнле? Вӑл мана ыталаса илчӗ.. Эпир ӑна хыпалансах уҫса кӗртрӗмӗр; вӑл кӗрсен, ӗлӗкхи пек пулмарӑмӑр: сӑмах та чӗнмерӗмӗр. Шупка чӗлхине кӑларса, манпа юнашар йытӑ чупса пырать, чарӑнкаласа тӑрса шӑршлать те, нимне те пӗлмен пек тилӗ пуҫӗ евӗрлӗ пуҫне сулласа илет. Лушка хуҫа арӑмӗ алӑк хыҫӗнче мӑкӑртатнине, хӑйне аскӑн хӗрарӑм, юхха тенине аванах илтнӗ. — «Ытла та кая юлнӑ!» — йуҫенкӗ кулӑпа шухӑшлать Ромашов ӑна хирӗҫ. Аякранах пуҫ шӑммисемпе чулсене асӑрхаятӑн. Зоя юрласа пӗтерсен, ҫыран хӗрринчи пӗр беседкӑран ырласа хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ, унтан Царицынӑна ӗҫме-ҫиме килнӗ хӗрлӗ питлӗ темиҫе нимӗҫ сиксе тухрӗҫ. Вӗсем ҫавӑн пек ним туйӑм-сисӗмсӗр, ним ҫине пӑхмасӑр ларнине курса, амӑшӗ, ӑнланмасӑр, хӑйӗнчен хӑй:«Суд тӑваҫҫӗ-и?» — тесе ыйтрӗ. Анне!», тесе кӑшкӑрса ярать. Оборонӑра тӑмалли вырӑна Волошин полкӗ ӑнӑҫлӑ суйласа илнӗ. Анне, ҫынсем кӑшкӑрашнипе тата ҫапӑҫнипе сехӗрленнӗскер, аялти хута мана пулӑшма чупса анчӗ. Андрей питне хунарпа ҫутатса илсен, вӑл ӑна тӳрех палласа илчӗ. Ку ньясси. Ун тунисем пите йӑлтах чӑрмаласа пӗтерчӗҫ, йӗплӗ вӑррисем ҫӗтӗк-ҫурӑк кӗпе-тумтир айне кӗрсе кайрӗҫ. Мэри Грант, договор ҫирӗплетнӗ пек, ӑна алӑ пачӗ. Фома тӗлӗннӗ, вӑл ӑнланман — мӗскершӗн-ха Ежов сасартӑк ҫакӑн пек ун ҫине ҫилленсе кайрӗ пулать! Рамисем вӑрттӑн ҫутӑпа шуралса тӑракан кантӑкран лайӑхах курӑнаҫҫӗ. — Мӗнле ниме тӑман япала?! — кӑшкӑрсах ячӗ капитан. Ӗҫекен ҫын ниме юрӑхсӑр вӑл… Мӗнле апла эпӗ чӗлпӗре пуҫтарса тытмасӑрах чуптарма пуҫланӑ-ха? Мадьярсем патӗнче те, румынсем патӗнче те лартман! Тӳррӗн ӗҫлесе пурӑннипе чул ҫурт лартас ҫук! теҫҫӗ вӗт. Тен, лере ун ялта мӗнле те пулин хуйхӑ пур? Кама ҫаратӑпӑр-ха эпир? Пугачев сӗнӗвӗсене илтнӗ хыҫҫӑн, Швабрин хӑйне хӑй тытайми пулса ҫитрӗ. Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Хучӗ Рада ҫырӑвӗ пулчӗ. Эпӗ алӑк патне пытӑм та, мана шалтан горничнӑй уҫса кӗртрӗ, хӑй тухса кайрӗ. «Экспедици участникӗсене, пӑрлӑ океан тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр ишсе тухас задачӑна ӑнӑҫлӑн пурнӑҫланӑскерсене, хӗрӳллӗ салам!» Ҫаксене пурне те малтанхи страницӑн варринче шултӑра саспаллисемпе ҫырнӑ. Помещиксемпе дворовӑйсем ун ҫинчен икӗ уйӑх малтан калаҫма пуҫлаҫҫӗ те, килсе кайсан та виҫӗ ҫул хушши асӑнаҫҫӗ вара. — Марыся! — сывлӑшӗ пӳлӗннипе аран-аран сывласа та тытӑнчӑклӑ сассипе сӑмах хускатрӗ Вавжон. — Халех кала, мӗнле шухӑш пырса ҫапнӑ сан ҫамкуна, унсӑрӑн чунна силлесе кӑларатӑп! Ҫук, вӑл — ячӗ сысна пулин те — ҫынтан ӑслӑрах. Кирек мӗнле купец та прери тӑрӑх вӗсем хыҫҫӑн йӗрлесе пыма пултаратчӗ. Сывлӑхлӑ пул, тетӗп… Вӑл хӗрӗх пилӗк ҫулалла ҫитнӗ туземец, хӑй ҫӳллӗ те анлӑ кӑкӑрлӑскер тата вӑйлӑ мускулсемлӗ, хӑйӗн ҫине вӑл пӗтӗмӗшпех хӗҫпӑшал ҫакса тултарнӑ. Тарӑн куҫӗсем шӑтарас пек пӑхни, пӗркеленсе тӑракан ҫӳллӗ ҫамки тата салхуллӑ пичӗсен сехрене хӑпартса тӑраҫҫӗ. Вӑл маориецсен ҫулпуҫӗ. Амӑшӗ малалла тӗрткеленсе тухрӗ те ывӑлӗ ҫине аялтан ҫӳлелле мӑнкӑмӑллӑн пӑхрӗ. Хуп алӑка!» Эпӗ хама хӳтӗлесе пурӑннӑ, хамшӑн ҫав тери паха ӗҫсем тунӑ хисеплӗ Мьюнодипе сывпуллашрӑм, ҫул ҫине валли вӑл мана хаклӑ парнесем парса ячӗ. — Мӗнле пурнатӑн, Артур? — тесе ыйтрӗ вӑл сиввӗн, аллин пӳрни вӗҫӗсене ун патнелле тӑсса, унтан ҫавӑнтах аллине каялла туртса илчӗ те, йыттӑн пурҫӑн пек ҫӑмне якатма пуҫларӗ. Эпӗ, йывӑҫ ҫинчен анса, ҫыран тӑрӑх асӑрханса утрӑм, часах шыв хӗрринче икӗ виле куртӑм; тӑрмаша-тӑрмаша вӗсене хӑйӑр ҫине туртса кӑлартӑм, пичӗсене витсе хӑвартӑм та унтан кайрӑм. Ача васкасах сӑрт ҫамкинчен чупса анчӗ. Ку малтан вуникӗ фут ҫӳллӗш, урлӑ каҫа вунпӗр фут ҫавракӑш шӗвӗр тӑрӑллӑ йӑва пулчӗ. Вӑл таврӑнма пултараймасан та, эсир кунта пулни пит кирлӗ… Мӗншӗн тытӑнса пӑхас мар-ха? Унӑн манӑҫа кайма пуҫланӑ сӑнарӗ ҫавӑнта, юманпа витсе якатнӑ залра, манӑн ума ҫав тери уҫӑмлӑн тухса тӑчӗ. Вӑл, тӗлӗк каланӑ пек, хӑйӗн пирвайхи юрату историйӗ ҫинчен, хӑй вӗренсе пурӑннӑ архитекторӑн горничнӑйне юратни ҫинчен каласа кӑтартать. Ун пеккисем тӳрем вырӑнсенче тӑтӑшах пулаҫсӗ: аякрах эстанци утрав пек курӑнса ларать, унӑн таврашӗнчи топольсемпе йӑмрасен ҫулҫӳревҫӗсем ҫывхарса пынӑ май каялла чакса пынӑ пек туйӑнакан тӑрӑ шыв ҫинче ӗмӗлкисем тӑсӑлса выртнӑн курӑнаҫҫӗ. Кӑвайт ҫатӑртатса ҫунма пуҫларӗ. Унтан Том каллех Робин Гуд пулса тӑчӗ. Вӑл юри чееленсе улталакан хӗрарӑм-манах хӑйӗн суранне лайӑх пӑхман пирки нумай юн кайнипе вилмеллех вӑйсӑрланса ҫитнӗ. Вӑл йӗмен те, хуйхӑрман та, ҫавӑн пекех, нимӗн ҫинчен те шухӑшламан; салхуллӑн шурса кайнӑскер, вӑл куҫхаршисене шӑмарса, ҫак шӑплӑха, хӑйӗнчи мӗнпур пек туйӑмлӑха тӗртсе кӑларнӑ, чӗрене пушатса хӑварнӑ, пуҫ мимине хӗскӗч пек хӗстерсе илнӗ шӑплӑха тинкерсе итленӗ. Ку пирӗн инҫе ҫулӑн юлашки сыпӑкӗ пулчӗ. Хӑна пӳлӗмӗнче хаваслӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Унтан Том виҫӗ хӗрлӗ билета икӗ пысӑк мрамор шарикӗпе улӑштарса илчӗ, виҫӗ-тӑватӑ ӑпӑр-тапӑрпа пӗр мӑшӑр кӑвак билет туянчӗ. Мана ҫав ыйтусем хумхантарнӑ пулсан, эпӗ пӗтӗмпех аннене каласа панӑ пулӑттӑм. Савельич пире крыльцара тӗл пулчӗ. — Хӑвӑрпа пӗрле кама та пулин илсе, халех комендатурӑпа пӗтӗм тыла тӗрӗслесе тухӑр, пур ҫӗрте те таса та йӗркеллӗ пултӑр. Мӗн пирки шухӑша кайрӑн? — тесе ыйтрӗ. Батальон командирӗ утланнӑ ула кӗсре урине хитрен пусса пырать, хӑйӗн ҫинҫе мӑйне пӗкӗ пек авса чӗлпӗрпе вылять. Мӗн каласси пур, ман кӑмӑла Димка Тодорова ытларах каять, вӑл акӑ чашӑк-тирӗк ҫӳлӗкӗ патӗнче тӑрать; кур-ха, вӑл епле чипер, епле капӑр тумланнӑ. — Эпӗ ҫакна кӗтменччӗ; кӗтмен вӑл ҫакӑн пекех вӑйлӑ пуласса. Тискер лашана йӑвашлатни Азотея — мексиканец ҫурчӗн чи кӑмӑла каймалла пайӗ. Чӳрече витӗр уйӑх ҫутатса пӑхать, унӑн ҫути пӳртен ҫур урайӗнче вылянкаласа тӑрать. Ҫапах та вельбот китран чылай майӗпен пычӗ, линь кустӑрми ҫав тери хӑвӑрт сӳтӗлчӗ. Катка хыҫӗнче тӑракан Ерофей Кузьмич пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. — Темскер пулнӑ-ха ӑна, — тесе ответлерӗ Рита, тӗлӗнсе пӑхса юлнӑ Давида. …Аялта, кӗпер айӗнче, паровоз хӑйӗн хӑватлӑ кӑкӑрӗнчен темӗн чухлӗ ылттӑн ҫутӑ пӑнчӑсем сирпӗтсе, ассӑн сывласа ячӗ. — Сирӗн Марс ҫинче хӗрарӑмсем мӗншӗн темле кӑвакрах? — ыйтрӗ Гусев вырӑсла. — Тавтапуҫ, Пелагея Ниловна! Хӗвеланӑҫ енчи тӳремри индеецсем пысӑк вӑрҫа хатӗрленни курӑнман. Пӗррехинче эпӗ ют ҫӗршыва каймалли паспорт та илтӗм — ун чух эпир икӗ кун хушши хирӗҫнӗччӗ, — анчах каллех пӗр-пӗрне кӑштах ӑнлантаркаларӑмӑр, килӗшкелерӗмӗр те — эпӗ каймарӑм. Пӗрисем ҫавӑ вӑл индеецсен чее фокусӗ тенӗ; теприсем вӑл манекен ҫеҫ тесе шутланӑ; тата ҫакӑн пек шутлакансем те пулнӑ: вӑл чӑн-чӑн юланутах, анчах пуҫне серапэ айне пытарса лартнӑ, куҫпа пӑхма серапэре икӗ шӑтӑк шӑтарнӑ, тенӗ. «Ҫамрӑк ҫыннӑм, — терӗ вӑл, — ӑҫта каятӑр эсир капла каҫа юлса?» Урӑх япала вӑл — прери. Тепӗр виҫҫӗр утӑма яхӑн кайсан, эсир каллех батарея патне пырса тухатӑр — унта вара шӑтӑксем алтса тултарнӑ, йӗри-тавра тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем купаланӑ, платформӑсем ҫинче тупӑсем, ӑҫта пӑхнӑ унта тӑпра купаласа тунӑ хӳтлӗхсем. Тен, Михайлова кӑна вӗлерет-ха, вара эпӗ хам, унпа пӗрлех утса пыни ҫинчен каласа кӑтартӑп, ӑна вӗлерчӗҫ, а эпӗ ун юнӗпе вараланса пӗтрӗм, тейӗп. Эпӗ ҫаврӑнса тӑтӑм. Кил-ха кунта, шӑллӑм! — Анчах вӑл хӑйне хӑй калама ҫук начар тытать. — Йӑлтах чухлатӑп. Урра!» Ырӑ каҫ пултӑр! Унӑн ҫывӑрни те, ҫини те вилсе выртасран хӑтӑлмалӑх кӑна пулнӑ. Унӑн сулахай алли, ырхан та ҫинҫескер, пӗрре — ҫирӗппӗн ҫамкине шӑлса илнӗ, тепре — сывлӑшра темӗнле ӑнланмалла мар паллӑсем тунӑ; ҫара урисем урайӗнче кӑштӑртатнӑ, ӗнси ҫинче темӗнле шӑнӑр чӗтреннӗ, ҫитменнине — хӑлхисем те хусканса тӑнӑ. Нимӗн сас та илтӗнмен, йӗри-тавра шӑп, харпӑр хӑй сывланине те илтме пулнӑ. Унтан унӑн пичӗ темскер калас килнипе туртӑнса кайнӑ, вӑл, темӗнле, асӑрхануллӑн чӗвӗнсе, кӑмӑлне ырӑлатса пек, ҫурма сасӑпа:— Сӑмах пуҫламӑшӗ патне таврӑнма юрать-и? — тесе тетӗшӗнчен ыйтнӑ. — Эсир шар курнисене пурне те тавӑрса парасси пирки пӗртте иккӗленместӗп эпӗ. Илья ашшӗпе юнашар кӗрсе ларчӗ, ҫак яланах салхуллӑ ҫын намӑссӑр шпульницӑпа ҫыхланса пурӑннине унӑн ӗненес килмерӗ. Ашшӗ ӑна хӑйӗн йывӑр аллипе хулпуҫҫинчен ачашласа лӑпкарӗ. Олеся… чунӑмҫӑм!.. — Тем мар… каҫарӑр мана… иртет ку. Пӗрремӗшӗ — Калуга ҫынни, вӑрӑм, курпунтарахскер, хӑйне пӗтӗмпех хулӑм та ҫирӗп шӑнӑрӗнчен явса тунӑ йышшискер, пӗчӗк пуҫлӑскер, тӗксӗм куҫлӑскер. Мересьева халь ӗнтӗ хӑйне отказ панисем те, вӗрентсе каланисем те, кӳрентермелле хӗрхенни те — унӑн мӑнкӑмӑллӑ чунӗ ӑна хирӗҫ тем пекех хытӑ тӑнӑ пулин те — ытлашши вӗрилентерсе йӗркерен кӑларса яман. Ҫак чуна пырса тивекен истори хулари пур хӗрарӑмсене те — ҫамрӑкне-ваттине те — хӗрхенӳсӗр йӗрттернӗ. Самантлӑха ҫеҫ вӑл ӑна хӑй ҫумӗнчен уйӑрчӗ те, ку ман тусӑмах-ши тесе тӗрӗсленӗ пек, ун ҫине аякран пӑхса илчӗ, вара каллех хӑй ҫумне пӑчӑртарӗ: — Эсех-ҫке ку! Ытти ҫынсем пекех, Осип Михайловича арестлени ҫинчен пӗлнӗ вӑл, анчах ӑна мӗншӗн тытса хупнине — ӑнланса илеймен. Слободара никам та ҫапла туман. Аркадин сасси малтан чӗтренсе илчӗ: вӑл хӑйне хӑй ырӑ кӑмӑллӑ тытнӑ пек туйӑнчӗ, ҫапах та хӑйӗн ашшӗне вӗрентсе вуласа панӑ пек каланине ӑнланса илчӗ, анчах харпӑр хӑй сасси ҫынна пушшех те асӑрханмалла пулать, вара Аркадий юлашки сӑмахӗсене хыттӑн тата витӗмлӗнрех те каларӗ. Ывӑлӑн сӑмахне илсе каятӑп-ҫке, хам юнӑм сӑмахне! Ҫӗрӗпех ҫывӑрнӑ эпӗ, тул ҫутӑлас умӗн тин вӑрантӑм та, ирхи апат туса, ҫӗнӗ тум улӑштарса тӑхӑнтӑм, — лавккара туяннине, — ытти ҫи-пуҫпа хӑш-пӗр япаласене кимӗ ҫине пуҫтарса хутӑм, вара тепӗр енчи ҫырана ишсе каҫрӑм. «Ӗнен мана, — терӗ Печорин. — Аллах пур йӑхсемшӗн те пӗрре ҫеҫ, енчен вӑл мана савма чармасть пулсан, мӗншӗн сана юратма чарса тӑтӑр иккен?» Пӗррехинче ҫуркунне шкул ачисем, шкул заведующийӗпе пӗрле — хушамачӗ ун Шпынь — хире тыркас тытма тухнӑччӗ, эпӗ вара вӗсен тӗлӗнчен иртсе кайрӑм, чарӑнмарӑм та, калаҫмарӑм, ҫав ватӑ учитель мӗнле тата мӗнпе пурӑннине пӗлмерӗм, халӗ те пӗлместӗп. Сирӗн доктор хӑех мана пӗр стакан вӗлерме пултараймасть терӗ. — Тата тепӗр утӑм ҫеҫ, мистер Гэндс, эпӗ сирӗн пуҫ мимине сирпӗтсе кӑларатӑп! — терӗм. Пырас теместӗн пулсан — сывӑ пул. — Мӗн-ха? — терӗ вӑл юлашкинчен. Меркурин Хӗвелпе ҫуталман тепӗр енче 200 градус сивӗ тӑрать. Пултараймастӑп! Ӗнтӗ пурте, ӳсӗрех пулмасан та, ҫӗкленчӗк кӑмӑлпа ларнӑ, — кулнӑ, шӳт тунӑ, юрлама пӑхнӑ, ӗҫнӗ, хӑярне, кулачне, кӑлпассине ҫыртнӑ. — Э! — тӑсрӗ нимӗҫ, тутисене йӳҫҫӗн чалӑштарса. Пӗлетӗн-и? Лозневой Марийкӑна аллисенчен ярса тытса хӑй патнелле туртрӗ. Малалла пулас нимле хуйхӑ-суйхӑ та хӑйне хыҫалта мӗн хӑратса тӑнипе танлашма пултарас ҫук. Эсӗ — манпала пӗр тан, вӑл вара кӑштах пӗчӗкрехчӗ. Иван Иванович тумланчӗ, аллине туратлӑ кӑна туя тытрӗ, мӗншӗн тесен Миргород урамӗсенче йытӑсем ҫынсенчен те ытларах тӗл пулаҫҫӗ, вара тухса кайрӗ. Стоян пиччене вӗлерни, Петр хуйхи, тӑшмана тавӑрни — ҫаксем пӗтӗмпех вӗсене салхулатрӗ. Чӑнах та, мӗнле хӑять-ха Кавказри ҫар ҫынни Мускаври княҫ хӗрӗ ҫине кӗленче кантӑкӗ витӗр пӑхмашкӑн?.. — Эсӗр мана Рогожин мастерскойӗ ҫинчен каламарӑр… Вӑл йӑлтах ӗҫе путрӗ, мӗнпур тимлӗхне кисть ҫине куҫарчӗ, хӑй ӳкерекен хӗрача арастократиллӗ ҫемьерен пулнине каллех манса кайрӗ. Ҫӗнтерсе ҫиеле тухакан кайӑкӗ ҫеҫ хаярланса кайнипе инкек кӳме пултарать. Ҫитменнине тата тӗлӗнмелле япаласем йӑтса пыраҫҫӗ! Хӗрарӑмсем хӑйсен вигвамисене ҫӗнӗ вырӑна куҫараҫҫӗ тесе шутлама та май пулнӑ. — Епле кичем иккен ку! — ирӗксӗрех кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Апат ҫиместӗн-и? — ыйтрӗ Савельич, хӑйӗн йӑлисене ҫирӗп тытаканскер. Партӑсем хушшинче шӑппӑн кулни илтӗнчӗ. — Мӗн унта? — хыттӑн ыйтрӗ учительница. — Ҫапла пуласса эпӗ малтанах пӗлнӗ, — терӗ вара король. Туратсем ҫине курӑксемпе сарса тунӑ ҫивитти темтепӗр касса тӗрленӗ юпасем ҫинче тытӑнса тӑрать. Винтовкӑрсем мӗншӗн штыксӑр? — Анчах вӑл патша та мар, усал та мар, вӑтам ӗмӗртен те мар пулсан, вара кам вӑл? Тахӑшӗ райком умӗнче митинг пуласси тата унта мир пирки каласа парасси ҫинчен пӗлтерчӗ те — халӑх ушкӑнӗ пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлмасӑрах аялалла, тинӗс патнелле капланса анчӗ. Ҫынсем кулаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, ташлаҫҫӗ тата «урра» кӑшкӑраҫҫӗ. — Пӗлме пултараймастӑп, сирӗн высокоблагородия, — вӗҫлесе лартрӗ вӑл сасартӑк шӑппӑн та татӑклӑн. Урасем шуса ҫеҫ тӑраҫҫӗ. «Аҫуран ҫыру пур» — ку вӑл ҫав тери савӑнӑҫлӑ япала. Садра ӑрӑмлӑ шӑплӑх тӑнӑ, кӗпе ҫаннине ӑнсӑртран лексе чӑштӑртатса кайнӑ турат сасси ку шӑплӑхра янӑравлӑ сас пек туйӑннӑ, — Фома ҫӳҫенсе илнӗ… Сайра тӗтӗм йӑсӑрланнӑн ӗнтрӗк килет, ҫапах та ҫивчӗ куҫ инҫетрине курать-ха. Ҫыннине те — тивӗҫлӗ пек кӑтарт… — Мӗншӗн-ха вӑл хӑй каймарӗ? Вӑл ҫавӑн ҫинчен нимӗн те пӗлмест. Манӑн кучер тарӑхса ҫитнӗ: вӑл лашасене шӑварма тӑнӑ та, анчах ҫӑлӗнче шывӗ ҫав тери сахал, ҫитменнине вӑл та тутлӑ мар пулнӑ, ку ӗнтӗ, кучерсем калашле, чи паха ӗҫ пулса тӑрать… Ан хӑвӑн ырханкка лашу ҫинчен, чуп ту пирӗн таса ҫӗре, выльӑх! Анчах унӑн тулли пичӗ ҫинчи кашни путӑкра ырӑ кӑмӑл палӑрнӑ, вара вӑл часах пӗр камерӑран тепӗр камерӑна ҫырусем пама пуҫланӑ. — Мӗн тӑвас тетӗн? — терӗ Андрей, каллех хулпуҫҫине хутлатса илсе. Эпир моторсем пуҫтаратпӑр. — Вӑл пирӗн повар. Тата мӗнпур шайкӑна ертсе пырать — терӗм. Карл Иваныч ҫиленсе кайрӗ, мана чӗркуҫҫи ҫине лартрӗ, ҫакӑ вӑл кутӑнлашни, пуканесен мыскари (ку вӑл унӑн юратнӑ сӑмахӗччӗ) пулать тесе ҫине-ҫинех каларӗ, линейкӑпа юнарӗ тата, эпӗ куҫҫуле пула сӑмах хушма пултараймастӑп пулин те, мана каҫару ыйтма хушрӗ; юлашкинчен, хӑй тӗрӗс туманнине ӑнланса илчӗ пулас та, алӑка шалтлаттарса хупса, Николайӑн пӳлӗмне кӗчӗ. Мӗнле жертва кӳресси пур санӑн? — Мӗн пур сан кунта хӑвӑнни, Ерофей Кузьмич? Тикӗссӗн ҫапӑна-ҫапӑна темӗн шаккать, шаккать, тусанлӑ пӗчӗк ҫӑлтӑр чӗтрет, чӗтрет… Калавӑн литературӑллӑ пахалӑхӗ ҫинчен каламасан — унта маншӑн темле кӑмӑла каякан япала пур, — эпӗ унта хам урлӑ утса каҫнӑ пек туйӑнать. Темиҫе ҫекунд иртсессӗн, манӑн хӑлхана ҫак сӑмахсем пырса кӗчӗҫ: — Аксель, Аксель эсӗ-и ку? Фома ним чӗнмесӗр пӗр черкке эрех ӗҫнӗ, унтан тепре тата тепре… Иккӗмӗш талӑк ҫине кайсан, каҫалапа, ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе выльӑхӗсене пусма тытӑннине пӗлсенех, Разметнов Давыдов патне чупса пычӗ. Ерофей Кузьмич пӗтӗм кӑкӑрӗпе сывласа илчӗ. Вӗсенчен пӗри те вӑрмантан пӑшал перекенни пулмарӗ. Пӗтӗм чиркӗве халӑх тулса ҫитсен, кая юлнисене систермешкӗн татах тепӗр хут чан ҫапрӗ, унтан вара чиркӳре питӗ шӑп пулса тӑчӗ, юрламалли вырӑнта тӑракан юрлакансем хи-хи тесе кулкаланипе пӑшӑлтатни ҫеҫ ҫав шӑплӑха пӑсрӗ. — Санӑн тухтӑр патне ҫырнӑ ҫырӑва Марийка мана пачӗ. Кӗвви, пӗлетӗр-и, ҫав тери, ҫав тери киревсӗрскер. — Анчах ӑна телейлӗ тума хатӗр эпӗ. Турӑ ҫӑлса хӑварӗ! Чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса, аллисемпе сулкалашса, амӑшӗ вӗсене курма тӑрӑшрӗ те салтак пуҫӗсем ҫийӗн Андрейӑн ҫаврака питне асӑрхарӗ: Андрей сӑн-пичӗ кулать, хӑй вӑл амӑшне пуҫ тайрӗ. Дениска, кӳл лашасене! Апла пулин те, атте, унти чи пӗчӗк йӗрсене, аран-аран палӑракан тӗссене те ӳкерсе, вӗсен вӑрттӑнлӑхне тупма шутланӑ… Эсӗ манран пример ил ак. Эпӗ хамӑр ҫывӑхри бойница патне пытӑм та, карташне пӑхрӑм. — Ку тумтирсене, ав, пирӗн хуҫа илсе килсе пачӗ, — терӗ Лозневой, сӗтел хушшинче, тепӗр енче ларакан Ерофей Кузьмич еннелле пуҫӗпе сӗлтсе. Эпӗ арӑма: эсӗ ытла та перекетлӗ, хытса тыткаланӑ пулӗ, хӑвна та хӗре те выҫӑ усранипе ытла та хӑрхӑнтарса янӑ, терӗм. — Икӗ кун та иртмӗ, эпир кунтан вӗсенчен хӑрушӑ мар вырӑна тухса тӑрӑпӑр! Этем организмӗпе государство организмӗ хушшинче нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук тесе, вӑл государство стройӗ, урӑхла каласан, власть пуҫӗнче тӑракан ҫынсен ҫитменлӗхӗсемпе ертсе пыракан ҫынсен йӗркесӗрлӗхӗсем пуҫарса яракан чирсене те, ҫавӑн пекех ытти сӑлтавсем пирки пулакан чирсене те пӗр пек эмелсемпех сыватма хушатчӗ. — Эс вара мӗн? Вара «чуна лӑплантармалли» таса мар ҫуртсене аса илсе: — Епле вара ҫав ҫуртсенчен ҫакӑнта та «куҫа курӑнми ҫип» тӑсӑлса ҫитет-ши? — тесе шухӑшлаттӑм. — Пулма пултарать; пӗлместӗп. — Тавтапуҫ турра! Мӗншӗн вӗренме пӑрахрӑм? Ҫӑла вӑл ӳкнӗ мелсӗр, Тухма пултарайман. — Юрать. Вӑл мӗнле тӗп пайсене пайланать? Хуллен-хулленех вӗсем пӑшӑлтатсах калаҫма пуҫларӗҫ: вӗсене шӑплӑхпа тӗттӗмлӗх пусса тӑчӗ. — Паян юрать-ха, ну, ыран та юрать пулӗ, анчах кайран вӑл больницӑна выртсан авантарах пулать. — Унӑн лаши унта? Сноуи-Ривер патӗнчен Туфольд бухтине ҫуран утса тухасси харсӑр хӗрарӑмсене хӑтармасть. Темскер эп пуйса таврӑнасса систерет-ха. Вӑл кунсен шутне те пӑтраштарса янӑ. Тата унӑн урисем ыратма, сурма пуҫларӗҫ. Конверта ҫурса эпир ҫырӑва вуларӑмӑр, тӳррипе каласан эпӗ вуларӑм, мӗншӗн тесен егерь пичетленӗ сас паллисене ҫеҫ паллама пултарать. Ҫырура ҫак, кирлӗ пӗлтерӳ пур: «Гостиница «Старый якорь», Бристоль, 17… ҫулхи мартӑн 1-мӗшӗ. Хаклӑ Ливси! Эсир ӑҫта пурӑннине, усадьбӑра-и, е халӗ те Лондонрах пурӑннине пӗлмесӗр, — пӗр вӑхӑтрах унта та, кунта та ҫыру яратӑп. Пекарньӑра ӗҫлекенсене никама та шанмасть. Кала! — Ку хутӗнче вӑл кулмарӗ те, вӗрентсе каланинчен хӑй халь ҫеҫ кулнине те аса илмерӗ. — Гек Финн, — тет Том, — тӗрме ҫыннисем ҫӗр айӗнчи вӑрттӑн ҫулсене катмакпа, кӗреҫепе тата ытти ҫавнашкал хатӗрсемпе чавнӑ тенине илтнӗ-и эсӗ? э? Анчах вӑл каччӑ ҫапах та ухмахла хӑтланнӑ. Йытӑ пӑхакансенчен пӗри кӳренет. Чышкӑ кӗрешӗвне пӑхакан халӑх чышкӑпа ҫапса ураран ӳкернине яланах алӑ ҫупса саламланӑ. Вӑл, хӗсӗк куҫӗсене мӑчлаттармасӑр, сӑмаварӑн йӑлтӑртатакан пӑхӑрӗ ҫинче курӑнакан хӑйӗн сӑнӗ ҫине пӑхать, пачах та сывламан пек туйӑнать. Старик калинкке патне ҫитсе тӑнӑ вӑхӑтра шыва кӗме каякан Ольга хайхи джентльменпа танлашрӗ. Ҫакӑн чухлӗ вӑрӑм ҫула нимӗнле кимӗ те тӳсме пултараймасть. Шурка Кочнев пире алӑк патӗнче кӗтсе илчӗ, вӑл тутисене кулӑшларах пӗркелерӗ, хӑранӑ пек пулчӗ. — Эх, атаман, ытла тӳрккес-ҫке эс, — лӑпкӑн ответлерӗ Тимур. — Лӑпланӑр, — терӗ ученый, Элен мӗнрен шикленнине сиссе, — вӗсем культурӑн чи аялти картлашкинче тӑракан ҫынсем, анчах питӗ йӑваш тата хӑйсене пуринчен те ҫывӑхарах тӑракан Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем пек, юн ӗҫме юратакан ҫынсем мар. Варя пӗр кивӗ каткана шыв йӑтса тултарчӗ. Хӗвел анса ларма тытӑнчӗ; унӑн юлашки пайӑркисем сарлака та хӗрлӗ ярӑм-ярӑмпа пӗлӗтелле саланаҫҫӗ; ылттӑн тӗслӗ пӗлӗтсем тӳпере, вӗтелнӗҫемӗн вӗтелсе пырса, ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ хумсем пек сарӑлса выртнӑ… Яков Тарасович хӗрӗ ҫине пӑхса илнӗ, тутисене чӑмлакаланӑ, унтан, сасартӑк Фомана аллапкипе чӗркуҫҫинчен ҫатлаттарса:— Ҫавӑн пек вӑл, ывӑлӑм. Суд пырать. «Мӗн хака хуратӑн?» — ыйтатӑп эпӗ. «Ҫирӗм пиллӗк». — «Вуннӑ!» — «Вунпиллӗк». Вӑл терраса ҫинчи, кухньӑри тата пӳлӗмри электричество лампочкисене ҫутрӗ, диван ҫине ларчӗ те пуҫне сулса илчӗ. Шыв кун пек хӑвӑрт юхни хӑратрӗ те: малта Африка юханшывӗсенче час-часах тӗл пулакан шарлаксемпе шывсиккисем пуласса систерчӗ. Ҫак йӗкӗт тӗлӗнмеллерех утнисӗр пуҫне вӗсем урӑх нимӗн те асӑрхаман, — ку вара вӗсене пуринчен те ытларах тӗлӗнтерчӗ. Шӗшкӗ тӗми хушшинчен винтовка тытнӑ сержант тухрӗ, ун хыҫҫӑн — тӑватӑ боец. Ҫак сӑмахсемпе Гаррис пӗр йывӑҫ ҫинчен персик пек сӗтеклӗ темиҫе ҫимӗҫе татса илчӗ. Макар, куҫӗсене кӑштах хӗссе, Давыдова куҫран пӑхса илчӗ, унӑн типӗ тутисем каллех йӑл кулӑпа хускалчӗҫ. Ниме уяман хастарлӑх вырӑнне хӑрушлӑх хумӗсем ыткӑнса килчӗҫ, вӗсем ӑна ярса илчӗҫ. Вӗрентсеччӗ. — Эпӗ тӗрӗсех ответлеме пултаратӑп, — терӗ доктор Ливси: — виҫӗ хутчен пӑшалпа печӗҫ. Анчах Гаррис мистер пӗчӗк Джека килӗшмерӗ пулмалла: вӑл амӑшӗ ҫумнерех лӑпчӑнчӗ. Вӑл кӗсьере Ольӑн малтанхи фотографине тупрӗ, унта вӑл ула-чӑла платьепе, ҫаран ҫинче, шурӑ чечексем хушшинче ӳкерӗннӗ. — Пӗлместӗп, анчах ман ҫине ӗнтӗ питех те пӑхрӗ, приказчик хӗрӗ ҫине — Таня ҫине те ҫавӑн пекех; 1519 ҫулхи сентябрӗн ҫирӗммӗшӗнче Испанин Севилья ятлӑ гавӑнӗнчен тинӗсе пилӗк пӗчӗк караплӑ эскадра тухса кайнӑ. — Пирӗн пурӑнӑҫ, турӑпа улпут ырлӑхне пула, ӳпкелемелле мар; чӑнни чӑн ӗнтӗ, тӗрӗссипе каласан, тепӗр дворянинӑн хӑйӗн усадьбине кунти йытӑ витипе улӑштарсан та начар пулмӗччӗ. Вӑл урамалла тухса калинккене шалт хупса хучӗ те ҫиллессӗн кӑшкӑрса ячӗ: — Сана, ват шуйттана, больницӑра тытмалла, ирӗке ямалла мар! — Этем сӑнне юратмасть. Пӗррехинче, шӑллӗ патне пырсан, унта вӑл ҫав Попова диван ҫинче Ольгӑпа юнашар ларнине курчӗ: шӑллӗ ана диван патнелле туртрӗ те:— Акӑ, Вера Николаевна, ман пичче, — терӗ. Акӑ вӑл урине хускаткаларӗ, пуҫне ҫӗклеме хӑтланчӗ, анчах ҫӗклеймерӗ те, часах хӗлӗх пек чӗтренсе тӑсӑлса выртрӗ. Маша тата ӑҫта-ха?» — Ҫавӑнтах пӳлӗме пӗр вунсакӑр ҫулхи хӗр кӗрсе тӑчӗ. Унӑн пичӗсем улшӑнса тӑракан савӑнӑҫлӑ кулӑсемпе ҫуталнӑ, Денни кулнӑ чухне хӑйӗн пичӗ ҫинчи кашни йӑрӑмӗпе, куҫ патӗнчи пӗчӗк пӗркеленчӗкӗсемпе те, мӗн пур тулли куҫӗсемпе те кулнӑ. Ытармалла мар хитре, ун пек илем эпӗ халиччен нихҫан та курман. А… ах! Павка Артёмран шикленет. Буфетчици пӗрмаях темскер ҫинчен, пӗрре хурлӑхлӑн та мӑркаса, тепре ҫиленсе те мӑшкӑлласа калать. Анчах астӑвар, Геркулес, нимӗн те ан татӑр, ан хуҫӑр! Пысӑк хохол вӑл, вӑрӑм сӑмсаллӑ, вӑрӑм алӑллӑ, вӑрӑм ураллӑ; пурте вӑрӑм пек туйӑнать ун, пӗр мӑйӗ кӑна питӗ кӗске, ҫавна пула вӑл пӗкӗрӗлчӗк кӗлеткеллӗ курӑнать. Павел унчченех, ВКП(б) Центральнӑй Комитетӗнче шанчӑкпа телей шырама, урӑхла каласан, хускалса ҫӳремесӗр туса пымалли ӗҫ шырама Мускава каяс тесе тӑратчӗ. Ниҫта та, ҫыран хӗрринче те пулин, шыв хумханса кӑпӑкланмасть; тип-тикӗс кӳлӗ ҫине ҫил те чӗтрентерсе илмест. — Иккӗмӗш хут вӑрататӑн мана, ухмах! Гусев типпӗн эхлетрӗ, — мӑйӑхне кӑшлать. Аннӑна хирӗҫ, пукан ҫинче ярӑнса, август уйӑхӗнчи панулми пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ ҫамрӑк, ӗлӗк хура пулнӑ, халь тивӗҫсӗр таткаланса пӗтнӗ сӑран тужурка тӑхӑннӑ депори комсомол ячейкин секретарӗ Волынцев ларать. Тӗкӗлесе хунӑ япаласене часах вырӑнтан тапратать, алӑкӗ вара яриех уҫӑлать. — Эпӗ, хӑв калаша панине… турра кӗлтуша шӳрекенни шинчен. — Турри кӗҫӗр мӗнле аслатиллӗ ҫумӑр ярса пачӗ пире! — терӗ вӑл. Старик сӑмахӗсене эпӗ пӗр улӑштармасӑр каласа параймӑп, манӑн чӗлхе-ҫӑвар ҫаврӑнсах каймасть. Анчах вӑл халӑх еннелле ҫаврӑнчӗ те ҫапларах каларӗ: — Кунашкал пӑтӑрмах тухасса эпӗ пуҫа та илмен, ҫавӑнпа тӳрех калатӑп, мӗн тумалла халӗ пирӗн, пӗлместпӗр. Шӑллӑмпа иксӗмӗрӗн ӗҫ пачах ӑнмарӗ! Шӑллӑм аллине хуҫрӗ, пирӗн япаласене ӗнер каҫхине йӑнӑшпа урӑх хулана антарса хӑварнӑ. Унтан ҫак ҫын тӳрленчӗ те Шерборн тӑнӑ вырӑна пырса хускалмасӑр тӑчӗ, ӑмӑрланчӗ, ҫӗлӗкне куҫӗ ҫинелле антарчӗ, унтан: «Богс!» тесе кӑшкӑрчӗ, кун хыҫҫӑн вара туйипе тӗллерӗ те кӗрӗс! — сулӑнса кайрӗ, тепре кӗрӗс! — ҫурӑм ҫине ӳкрӗ. Хӑй ҫине пурте тӗлӗнсе-хӗпӗртесе пӑхнӑн шутласа та пӗтӗм тӗнчен питӗ чаплӑ центрӗ пулса тӑнӑн туйса:«Курсамӑр, курсамӑр, — ку вӑл Ромашов килет», — тет вӑл хӑйне хӑй темле савӑнӑҫлӑ та хаваслӑ тӗлӗкре. — Епле тарас килмест пулӗ вӗсен! — терӗ амӑшӗ, тарӑннӑн сывласа илсе. Чимӗр-ха, пӑртак… Салтак ӗнтӗ алӑк еннелле ҫаврӑнчӗ, анчах Джемма ӑна чарчӗ те, хӑйӗн кӗсйинчен укҫа енчӗкӗ кӑларчӗ. А! — тесе ячӗ вӑл. Пур чухне те светуйсен хутне кӗретӗн пулас!.. Юланучӗн хулпуҫҫийӗсем горизонт линийӗ ҫумне сӗртӗннӗ пекех пынӑ. Вӗсен амӑшӗ ҫук. «Ҫук». Анчах Гаррис ӑна ку шухӑша пӑрахтарчӗ, ку ҫынсӑр вырӑнсенче пӑшал сассипе хамӑр пуррине пӗлтерес мар терӗ. — Ҫук, ҫук! Ку вӑл мар. Ҫапла-и? Мӗнле хӑятӑн эсӗ?.. Пакет ӑшӗнче икӗ япала — тетрадь тата хупӑ конверт пулнӑ. — Вӑл ырӑ кӑмӑллӑскер-и? — Ҫапла, сэр. Сӑрт ҫинчен айлӑмалла аванах анса ҫите пуҫланӑччӗ, юлашки йывӑҫ тӗмӗн туратне те алӑран ярса ӗлкӗреймерӗм, икӗ лапсӑркка шурӑ йытӑ ман паталла хаяррӑн вӗрсе пычӗҫ. Малалла калӑр, Галли! Исповедь вырӑнне пулмалла сӑмахран пӗр сӑмахне те илтмесӗр юлас марччӗ тесе, сывлама чарӑнса, пит хытӑ итлеме тӑрӑшаҫҫӗ. — Анне, тӑхта, — терӗ Марийка хӑранипе. Веткин ӗнтӗ сӗтел ҫинех хӑпарса тӑнӑ та туйӑмлӑ ҫинҫе сассипе ҫӳллӗн илтерет: Хум пе-е-екех васкав-вв-лӑПирӗн пур-нӑҫ ку-уу-нӗ… — Манӑн вӗсене мӗнпе кӗтсе илмелли пур-ха. Сывӑ пултӑр Болгари! Ҫыран хӗрринче ҫӳллех мар ту хысакӗсем курӑнаҫҫӗ — вӗсен тӑрринче йывӑҫсем тӳпенелле кармашаҫҫӗ. Пӗлӗтре те шӑп. Унӑн малтан пӑхсан тӗссӗр пек туйӑнакан куҫӗсем, куҫ хӗснӗ пек, тӗлӗнмелле мӑчлатнӑ, анчах куҫ хӑрпӑкӗсем хускалман, куҫ шӑрҫисем кӑна сиккеленӗ. Вӑл хӑй ыйӑхран вӑраннине палӑртасшӑнах пулман, ҫывӑрнӑ пек туса выртсан уншӑн хаваслӑ пек туйӑннӑ. Титок хир урлӑ тӳрех Войсковой хуторнелле каҫса кайнине чухласа илчӗ вӑл. Эсӗ, йӗкӗт, унӑн урисене пусса тӑр! Ҫак самантра Мересьева ҫав шыв хӗрринелле тӑватӑ уран упаленсе пыраканни — перевозчик мар, вӑл хӑй татӑк урисемпе упаленсе пынӑ пек, унӑн хӗрӗ, унӑн Оли, ҫилпе варкӑшакан хитре чечеклӗ платье тӑхӑннӑскер, хӗвелпе пиҫнӗ, хитрескер, хӑйӑр ҫинче тутине ҫыртса тӑрса, ун ҫине тинкерсе пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ. — Эсӗ мӗн пирки? — ыйтатӑп эпӗ. Уркевлӗн, кичемленсе пекех, уттарчӗ вӑл Бек-Агамаловпа Веткина шырама, вӗсене вӑл секундантсем пулмашкӑн ыйтма шутларӗ. Соколов тӗлӗнсе пӑхрӗ ӑна. Калаҫу пирӗн питӗ ӑнӑҫлӑн иртрӗ пулмалла, пӗри ман аллӑма хытӑ чӑмӑртарӗ, тӗпри ҫитес кунсенчех тухакан «Правдӑра» манӑн «Св. Мария» дрейфӗ ҫинчен ҫырнӑ статья пичетленсе тухӗ терӗ… — Сирӗн ывӑлӑр — путсӗр, ҫынсемшӗн сиенлӗ, хӑвӑра пачах кӑмӑла кайман ҫын пулсан — эсир ун ҫинчен мӗн калӑттӑр? — хӗрӳллӗн ыйтрӗ Саша. Катька тесен — акӑ кам мухтанчӑк! Тата питӗ ҫиес килчӗ. Вӗсем ҫурхи уяв — ҫылӑха кӗнин мистерийӗ — туса хураҫҫӗ; ӑна Хӗвелӗн авалхи храмӗн капӑр пахчисенче выляса кӑтартаҫҫӗ. — Эсӗ хӑвӑн вӑкӑрусемпе ӑҫта кайнӑ? — Шыв тӑма ислентерсе янӑ пулас. — Эпӗ ҫавна ӑнланса илейместӗп: мӗншӗн-ха ҫӑкӑр чарӑнса тӑрать? Хуҫӑлнӑ мачта унӑн варринче хурлӑхлӑн тӑраткаланнӑ; палуба тӑрӑх хӗп-хӗрлӗ шыв юн тӗслӗн йӑлтӑртатса юхнӑ. Пӑлханса кайнипе Гленарван испанилле калаҫас тесе, акӑлчан сӑмахӗсене те кӑларса ярать. Акӑ халех сана персе пӑрахатӑп. Кӑкӑрне король йӑхӗ ватӑ йӑх иккенне пӗлтерекен кӑткӑс ӳкерчӗкпе тӗрлесе илемлетнӗ; ӑна ӗненес пулсан, Муани-Лунга королӗн йӑх тымарӗ темиҫе ӗмӗр каяллах пуҫланнӑ. Эхер мана пирожнӑй татӑкӗ парса яман пулсан, мана хупса усраса кӑна асаплантараҫҫӗ теме пулатчӗ, анчах халь урӑхла пулса тухать: мана асаплантармаҫҫӗ иккен, мана сиенлӗ ҫын вырӑнне хурса ыттисенчен уйӑрнӑ ҫеҫ, асаплантарасси малашне пулать. Вӗсем час-часах вӑрҫса илетчӗҫ. Хамӑр хушӑмӑрта харкашу пулса иртнӗ хыҫҫӑн, — тесе малалла тӑсрӑм калава, — мана ҫак ҫыран ҫине антарса хӑварчӗҫ. Малашне хамӑн мӗн тумалли ҫинчен нимӗн те пӗлмесӗр эпӗ ҫӗршыв варринелле утрӑм, кунта ман ҫине часах еху текен ҫак йӗрӗнмелле чӗрчунсем тапӑнчӗҫ. Пит ҫунӑшӑн сана нимӗн те пулас ҫук. Шывран таврана уҫӑ та сулхӑн сывлӑш ҫапать, ҫырмара лӑпкӑн чӳхенекен пысӑк мар хумсем ҫырана ачашласа сас тӑваҫҫӗ. — Эсир пире юратмастӑр-и вара? — терӗм эпӗ ӳпкелешсе, хам йӗрсе ямасӑр аран чӑтса тӑтӑм. — Тыттарса ячӗҫ-им? Ман йӑмӑксемпе кайсамӑрччӗ, тархасшӑн, унсӑрӑн вӗсемпе Диц ларать, ку вара мана калама ҫук килӗшмест. Ҫапах та ҫынсем ҫӑлтӑрсем хушшинче куҫса ҫӳрекен ҫутӑсене асӑрханӑ, вӗсенчен пӗрисем ерипен, теприсем хӑвӑртрах куҫнине те сӑнанӑ. Ҫырусене вулама пуҫларӗҫ. — Ой, Питер, вӑл сана кирлӗ мар пулсан, ан та ыйт. Йӑлтах ҫӳҫпе хупланнӑ пичӗ шуранка, унта пӗр тумлам юн та ҫук пулӗ; анчах шуранки те ҫынсен пек мар унӑн, илемсӗр те хӑрушӑ — пулӑ е шапа хырӑмӗ евӗрлӗ. — Ҫапах та, вӑл господина эпӗ пурӗпӗр тав тӑватӑп. Хӗвеланӑҫӗнче мотор сассисем хыттӑн кӗрлесе янӑраҫҫӗ, тӗксӗм тӳпере ракетӑсем пӗрхӗнсе тӑраҫҫӗ. Вӑл ман умра, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хурса, малтан ман сӑмаха тимлӗн итлесе тӑчӗ, анчах часах кулса ячӗ те хуллен мана аяккалла тӗртрӗ. Ыйхӑ тӗлӗшпе такамӑн ҫепӗҫ алли перӗннине сисетӗн; сӗртӗнни тӑрӑхах ӑна палласа илетӗн те ыйхӑ тӗлӗшпех ҫав алла ярса тытатӑн, туту ҫумне хытӑ-хытӑ чӑмӑртатӑн. — Никам та сан кӑмӑлна хуҫасшӑн марччӗ. Эпӗ ҫав тери хытӑ пӑшӑрханатӑп… Ҫаксемччӗ кунта: Осадчий капитан, пӗр-пӗринчен уйрӑлма пӗлмен Олизарпа Бек-Агамалов адъютантсем, Андрусевич поручик, йӗкехӳренни евӗр, шӗвӗр питлӗ, пӗчӗк пӳллӗ, вӑр-варла этем, тата такамччӗ, ӑна Ромашов ҫийӗнчех уйӑрса та илеймерӗ. — Хӑвӑрӑн ирӗк… Пухӑва пӗтӗм тавраран пин ҫынран кая мар пуҫтарӑннӑ, нумайӑшӗ ҫирӗм мильӑран килнӗ. Ҫак каҫхи апатра Говэн ҫӑкӑр ҫирӗ, Симурден шыв ӗҫрӗ, ку — пӗри пит лӑпкӑ пулнине, тепри ҫав тери хумханнине палӑртнӑ. Рене-Жан ун патне чупса пычӗ. Юрламан чух вӑл мӑнкӑмӑлланса ҫӳретчӗ, шӑнса кайнӑ вилӗ сӑмсине пӳрнипе сӑтӑркалатчӗ, мӗн те пулин ыйтсассӑн вара, аран ҫеҫ пӗрер сӑмах перкелесе яратчӗ. Серёжа амӑшӗ, Антонина Васильевна, ҫак юлашки тӑватӑ кун хушшинче пӗтӗмпех лутӑрканса ҫитрӗ. Павелран уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн Тоня килнелле утрӗ. Вӑл хӑй халь ҫеҫ тӗл пулнӑ хура куҫлӑ ача ҫинчен шухӑшлать, ҫак тӗл пулу ӑна мӗншӗн савӑнтарнине пӗлмесӗрех савӑнать. Кӑна вӑйлӑ каларӑм вара эпӗ! Ҫак тумламсем ҫӗр ҫийӗнче пулас пулсан, эпир вӗсене тӗтре тенӗ пулӑттӑмӑр. Ҫӳлте вӗсенчен ҫумӑр пӗлӗчӗсем пулаҫҫӗ. Ольга хӑраса ӳкрӗ: — Женя, ӑҫтан эс? Санин каласа кӑтартма пуҫларӗ — пирваях калас килмен ҫӗртен кӑларӗ, каласса та пит ӑстах калаймарӗ, кайран хӗрсе кайрӗ те пакӑлтатма та пуҫларӗ. «Дункан» ҫинче тата тепӗр лайӑх ҫын пулчӗ «Дункан» ҫак вӑхӑтра, Ҫурҫӗр Африкӑран ҫула майлӑ килекен юхӑмсене пула, экватора хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Эсир мӗн, ухмаха ертӗр-им? Ав, мӗнле чупаҫҫӗ. Эпӗ юрататӑп сана… — хӑйӗннех печӗ Ромашов темле киленӗҫлӗ аташупа. Тӳрех: — Коля, эс кунта юлатӑн, ҫывӑракан хӗрачана асӑрхамалла пулать сан, — терӗ вӑл. Пӗр пурнӑҫа ҫухатса тепӗрне тупайман арҫынсем питӗ йывӑррӑн тӳссе ирттерекен пӗчченлӗх, аптравлӑх ҫуратнӑ туртӑм этемле тарӑн туйӑм пулни ҫинчен мӗнле ӑнлантарса памалла-ха ӑна? Илтетӗн-и! — Вӑл кӑсӑклӑ хӗрачапа шар курни кӑна, — терӗ Ольга. Эсир мӗн курни, илтни, туйни — пӗтӗмпех сирӗн, вӑл хӑвӑра ҫех тивӗҫет. Апла пулсан та, кулянни ӑна Гогенштауфенсен Историне алла илсе, шӑпах ӗнер чарӑннӑ вырӑнтан пуҫласа вулама кансӗрлемерӗ. Кӗсменсене ик айккипе ҫӗкленӗ вельбот хумсем ҫийӗн ухӑ йӗппи пек вирхӗнчӗ. Ун пеккисене курсан, манӑн алӑсем кӗҫӗтеҫҫӗ: ялан ҫын ури ҫине пусма пӑхать, мӗншӗн тесен пуян, ӑна тем тусан та юрать; а эпӗ унӑн пуянлӑхӗ ҫине лачлаттарсах суратӑп, пырса тӗкӗнтӗр ҫеҫ, ҫийӗнчех хӑйне кирлине пӗтӗмӗшпех туянӗ. Анчах кунтан ним тӗлӗнмелли те ҫук. Кам пултӑр тата? — Кур-ха, эрех мӗнле калаҫтарать. Кай аяккалла… — Леш бригадӑсенче вӑкӑрсем ытларах, — терӗ ӑна хирӗҫ кӗҫӗн Бесхлебнов. Егорушка вӑранчӗ те куҫне уҫрӗ. Жаркий ҫулйӗр техникумӗнче вӗренекен студентсенчен те тӗпӗр ушкӑн пухса, строительствӑна ячӗ. — Апла кунтан каясси пулмасть? — Ӑҫта кайнӑ вара? Вӑл кунта ултӑ юлташӗпе юлнӑ та, вӗсене пурне те вӗлерсе хӑварнӑ. Унтан пӗр вилерен хӑй валли компас тунӑ… Анчах Дубцов тарӑхсах кӑшкӑрса ячӗ: — Ухмаха ернӗ эсӗ! Лаши, тарпа ҫӑвӑннӑ пекех, чӑм шыва ӳкнӗ, аяк пӗрчисене хӑвӑрт-хӑвӑрт карӑнтарса сывлать, сайра хутран пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе йывӑррӑн чӗтрекелесе илет. Унӑн айӑпне эпӗ шалти тӗрмере ларнӑ чухнех пӗлнӗччӗ. Ҫӑкӑр пур-и? Ак ҫакӑ та ӗнтӗ килте мана ним вырӑнне хуманнине тепӗр хут кӑтартса парать. Ҫакӑн пек вӑл темиҫе хут та вӗрсе аппаланчӗ. Кайран, суранне ҫыхса, Огнянов хӑй ҫывхарса ҫитнӗ Средна-гора тӑвӗ патнелле пычӗ. Итлесшӗн мар! Эсир те вӗсем майлӑ эппин? — Ҫук, ун пек пӗлтерӗве пичетлесе кӑлараймастӑп». Вӑрман патне ҫитеспе Григорий Иванович унта хӑйӗн кӳрши юланутпа тӑнине курах кайнӑ. Лешӗ тилӗ тирӗнчен ҫӗленӗ чекменпе пулнӑ. Вӑл ачасем кӑшкӑрашса тата ҫатӑрмасемпе ҫатӑртаттарса, тӗмӗсем хушшинчен мулкачӑ хӑваласа кӑларасса мӑнаҫлӑн пӑхса кӗтсе тӑнӑ. Унӑн чунтан-вартан каланӑ тӳрӗ те хаваллӑ сӑмахӗсем Викентий чӗрине те ӑшӑ кӑмӑллӑн вырнаҫрӗҫ. Ирхине, ҫутӑлнӑ чухне, Перекоп ӑнран яракан сив чирпе вӗре пуҫласан, пинсем пралук кармакӗсем урлӑ тӳрех тапӑнса кӗрсен, шуррисен хыҫӗнче, Литовски ҫурутрав ҫинче, Сиваш урлӑ каҫнӑ малтанхи колоннӑсем ҫыран ҫине хӑпара пуҫланӑ. Негрсем вӑрҫӑ умӗн калаҫнӑ жаргона та пӗлмен ку ҫынсем. Ҫав калаҫура глаголсем сӑпатланман, вӗсемпе паллӑ мар формӑра ҫеҫ усӑ курнӑ. — Мӗн пирки тетӗн? — хирӗҫлерӗ вӑл тарӑхса. Нагульнов сӗтел хушшинчен тухрӗ те гимнастерки ҫинчен ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлетсе, алӑк патнелле кайрӗ, — яланхи пекех тӑпӑл-тӑпӑл хӑй, тӳрӗ, тата кӑштах вӗҫкӗнрех те пек. Эпӗ аллӑмсене лӑштӑрах ятӑм кӑна — анчах Зинаида пуҫӗ ҫине шурӑ шарф уртса тухса та кайрӗ. Учитель флигеле кӗрсе ҫурта ҫутса ячӗ те, иккӗшӗ те вӗсем хывӑнма пуҫларӗҫ; Антон Пафнутьичӗ пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, кантӑксемпе ҫӑрасене пӑхать, вӑл ку шанчӑксӑррине кура, пуҫне суллакалать. — Хӑҫан пулчӗ ку? — ыйтнӑ патша. Анчах унта Катя эвакопунктра пулни ҫинчен кӑна пӗлтерчӗҫ, ӑна Ленинградран пынӑ чирлисен больницине янӑ. Валя хӑйӗн тӑванне паллама та пултараймасть. Пысӑк тутӑр пӗркеннӗ вӑл, кивелсе пӗтнӗ тумтир аркисене кӑкӑрӗ умне пӑчӑртаса тытнӑ. Калаҫас килмест-и-мӗн? Манпа пӗрле манӑн Давыдов тусӑм пулнӑ пулсан, вӑл сана пирӗн йӗрсене таптанӑшӑн тав туман пулӗччӗ! — Мӗншӗн эсӗ мана хӑвалатӑн? — ыйтрӗ хӗрача, хӑйӗн таса та уҫӑ кӑмӑллӑ сассипе. «Юрать» терӗ Тарас, унтан, пӑртак шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн, козаксене ҫапла каларӗ: «Ҫакса вӗлерме кирлӗ пулсан, жида ҫакса вӗлерме кирек-хӑҫан та вӑхӑт пулӗ, паян эсир ӑна мана парӑр». — Нимӗн ӗҫ те ҫук сирӗн! Больница библиотекинчен ҫав кӗнекене илсе вулама тытӑнтӑм та, ӗлӗкхинчен виҫӗ хут ытла начар пек туйӑнчӗ. Вӑл лавне каялла ячӗ, пӳрте кӗрсенех Половцев ӑна тӳрех хӑй патне пӗчӗк пӳлӗме ертсе кӗчӗ, урӑх никама та кӗртме хушмарӗ. Ятне каламасан та, ҫак камӑн инициалӗсем пулнине эпир пурте пӗлетпӗр. Пирӗн пурӗпӗр пӗтмелле! Анчах, эпӗ ун патне алӑсене чӑсичченех, вӑл вырӑн ҫине ӳкрӗ те пӗр вӑхӑт хушши нимӗн чӗнмесӗр выртрӗ. Чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн дача умӗнчен урампа темиҫе хут утса иртрӗм, аякран чӳречесене тинкертӗм… — Кампа улӑштарма пултарам-ха эпӗ ӑна? Унӑн хӑй урисене инструктор пыриччен ҫирӗплетсе хурасси килчӗ. Баймаковӑн хапхи питӗрӗнчӗк пулнӑ пирки, вӑл чӳречерен пырса шаккарӗ. — Килӗшетӗр-и? — ыйтрӗ Джон Мангльс, капитан хыттӑн калаҫнине ним вырӑнне хумасӑр. Вӗсем часах нумаях пулмасть тӑватӑ ҫулхи бизонсен пысӑк та хура мӑйракине виҫҫӗшӗнне хӑйпӑтса илнӗ. — Астумасӑр ара? Мӗнле ухмах эпӗ! — терӗ вӑл майӗпен. Вӗсен пӑшӑлтатӑвӗ тата шӑппӑн кулни машина ассӑн сывла-сывла янипе пӗрлешнӗ, ахӑрнех — вӑл сасӑсем Фома хӑлхине ҫитеймен пулас. Паляныця пӳлӗмрен тухрӗ те алӑк хӑлӑпне пырса тытма ӗлкӗрнӗ Саломыгӑна, ун ҫине пӑхмасӑрах, каларӗ: — Ан кӗр, — пӳлӗнчӗ: эпӗ ӑна кӑшт ҫеҫ минтерпе хупларӑм… — Мӗнле, Петро, ҫапӑҫса каймӑпӑр-и? Кил хушшисем шӑпланчӗҫ. Кӗрхи вӑрӑм ҫӗрсене ирттерме те хӑрушӑ: пӗрмаях такам хапхаран шакканӑ пек туйӑнать, такӑшӗ килхушшинче уткалать пек, кӗлете пырса кӗнӗ пек, ҫенӗкре те шакӑртатнӑ пек туйӑнать… — А-ха! — тесе шухӑшларӑм эпӗ; — хам каланӑ пекех пулса тӑчӗ. Пуҫлама аванах пуҫлать, пӗтерме йытӑлла пӗтерет. Унӑн куҫӗсем нимӗнле канӑҫлӑха пӗлмесӗр, пӗр япала ҫинчен теприн ҫине куҫса ҫӳреҫҫӗ. Унӑн йӗри-тавра савӑнӑҫлӑ кулӑ сасси янрама пуҫларӗ, мӗншӗн тесен ҫулҫӳревҫӗсем пурте ҫитсе географа хупӑрласа илчӗҫ. Нумай пӳлӗмсене хупнӑччӗ, хӑшпӗр ҫӗрте уй-хирти пек юр ҫеҫ сарӑлса выртатчӗ. Пӗрисене шаккаса яран, теприсем сӗкӗнеҫҫӗ — нимӗн тума та ҫук. Кӗскен те тӗрӗс мар килекен хумсем ҫинче сулӑ тем тӗрлех кисренсе тӑнипе ӑна шыв айӗнчи чул ҫинче сиккелесе тӑрать теме те пулать. Мӗншӗн летчик пултӑм-ха эпӗ? Троекуровӑн яланхи ӗҫӗ хӑйӗн пысӑк поместйисем тӑрӑх ҫаврӑнса ҫӳресси, нумая пыракан ӗҫкӗ-ҫикӗсем тата кунсерен ҫӗнӗрен-ҫӗнӗ чӑрсӑр вӑйӑсем шухӑшласа тупса ирттересси пулнӑ. Ҫав чӑрсӑр вӑйӑсенче яланах вара ҫӗнӗрен палланӑ ҫынсенчен хӑшӗ те пулин шар курнӑ; тепӗр чухне ку инкекрен, пӗр Андрей Гаврилович Дубровскисӗр пуҫне, унӑн ӗлӗкхи тусӗсем те хӑтӑлайман. Эпӗ ҫамрӑк ирландец ягуар чӗрнине пырса ҫакланнине курнӑ вырӑн мана ӑраснах интереслентерет. Ӑна хирӗҫ — пушӑ вырӑн, сулахайра — масар, сылтӑмра — урамсем, хула. Пӗтӗм мастерскойӗнчен пӗр Жихарев ҫеҫ Мускавра пулнӑ, ун ҫинчен вара вӑл вӗрентсе, салхун калатчӗ: — Мускав макӑрнине-мӗнне ӗненмест, унта икӗ куҫупа та пӑхмалла! — тетчӗ. — Ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. — Ӑҫта пурӑнаҫҫӗ сирафусем? — ыйтрӗ Дик. Эпӗ вара тӳрех хӗрӗ тумланакан пӳлӗме кӗтӗм. Политовский хӗрнӗ тимӗре йывӑр мӑлатук айне ҫавӑра-ҫавӑра хурать, тимӗр ҫемҫелнӗ ӑвӑс пек лапчӑнса пырать. Алексей ӑна тусӗ аллинчен вӑштах туртса илчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра аэродромра рельс татӑкне хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫапма тытӑнчӗҫ. Экипажсене машинӑсем патне чӗннӗ. Эмиль, Тарталья хыҫҫӑн, ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ; унта ӑна ирӗкрех пулчӗ, тата хӑй ӑшшӑн пӑхма пултарайман Клюбер та ун куҫӗ умӗнче пулмарӗ. Эпир хӗрсен пӳлӗмнелле утрӑмӑр: коридорпа пынӑ чух пире яланах пит-куҫне хӑрушла пӗркелентерсе култаракан тӑмсай Аким тӗл пулчӗ; анчах ҫав самантра пачах кулӑшла ҫын пек туйӑнмарӗ вӑл мана, унӑн нимӗнпе те интересленменнине палӑртакан тӑрлавсӑр сӑнӗ, чӗрене ыраттарса, шалтах тӗлӗнтерчӗ. Леона шывӗн хӗррисенче, Индж фортӗнчен виҫӗ мильӑра, пӗр темле юланут кӗлетки курӑнса кайрӗ. Ытларикун тӗксӗм те кичемрех, лӑпкӑ кун пулчӗ. Ыран каллех сунар, каллех ырӑ ӗшенӳ, каллех калаҫса ларнӑ май ҫавнашкал ӗҫсе ӳсӗрлеҫҫӗ те каллех телейлӗ. Анчах ан вӗлерччӗрччӗ ӑна! Говэн унӑн ачи, ун чунӗн ывӑлӗ, ҫӗр ҫинче унӑн пӗртен-пӗр кӑмӑлланӑ чунӗ. Сасартӑк музыка чарӑнчӗ, хӗрарӑм урайне сиксе анчӗ, хура Степа ӑна ылтӑн тӗслӗ халатпа чӗркерӗ те унпа пӗрле чупса тухса кайрӗ, ҫынсем вара, пӗр-пӗрне ҫупӑрласа, кӑшкӑрашма, ӳлеме, алӑ ҫупма тытӑнчӗҫ; ҫавӑнтах шурӑ тумлӑ, вилнӗ ҫынсем евӗрлӗ лакейсем чупкалама пуҫларӗҫ; черккесемпе бокалсем янӑрама тытӑнчӗҫ, ҫынсем шӑрӑх кунхи пек каҫса кайса, антӑхса ӗҫме тапратрӗҫ. Юрӗ, — терӗм эпӗ, — Сакнуссем ҫырнӑ документри сӑмахсене тупрӑмӑр, вӗсем мӗне пӗлтерни ҫинчен текех иккӗленсе тӑрасси ҫук ӗнтӗ, кунпа килӗшмеллех пулать. — Ун йышши мар вӑл! Вӑл шлепкипе сулать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ҫав териех таса чун-чӗрепе юлма ӳкӗтленине хирӗҫлеме май ҫуккипе Мэри Грант ӑна ырӑ сунса йышӑнчӗ. Епископатра плебейла шухӑш-кӑмӑлсем ҫав тери хӗрсе ҫитнӗ. Ашшӗ ӑна ҫенӗке чышса кӗртрӗ те, коридор тӑрӑх тӗртсе пырса, хӑйӗн пӳлӗмне кӗртсе алӑка хупса хучӗ, хӑй, мӑшлаткаласа, кӗтесрен кӗтессе уткалама тытӑнчӗ, — ҫилленнӗ чухне вӑл яланах ҫавӑн пек утса ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтра тем пек хӗпӗртесе ӳкнӗ Вавжон киле васканӑ; ун пек савӑнма турӑ панӑ ырлӑха хӑйсен куҫӗпе курнӑ питӗ чухӑн ҫынсем ҫеҫ пултараҫҫӗ. Ача, пӗчӗк аллисемпе хӗрӗн ҫӳлӗ кӑкӑрӗнчен тӗрӗнсе, шӑлсӑр пӗчӗк ҫӑварне карса кӑшкӑрчӗ. — Апла иккен. Вӑл лав илме чупнӑ вӑхӑтра тӑшмансем иккӗш те чӗнмесӗрех ларчӗҫ. Павел Петрович Базаров ҫине пӑхмасӑр ларма тӑрӑшрӗ, анчах ӑна каҫарма вӑл ҫапах та килӗшмен; вӑл хӑй чӑркӑш пулнӑшӑн, хӑйӗн ӗҫӗ ӑнманшӑн намӑсланнӑ, ку ӗҫ ҫакӑнтан лайӑхрах пӗтме пултарайманнине пӗлнӗ пулин те, хӑй пуҫарса янӑ ӗҫшӗн вӑтаннӑ. Ачасем час манаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑвӑрт аса та илеҫҫӗ; иртнӗ пурнӑҫ вӗсемшӗн ӗнерхи кун пек кӑна туйӑнать. Ирӗксӗрлесе мар, ҫакӑн пек, тусла, большевикла. Кӑвайт хӗрринче пӗр пит ҫаврӑнӑҫуллӑ, лутра та мӑнтӑр ҫын — Петро Семиглаз ҫаврӑнкаласа ҫӳрет, хӑй хӗр пекех ҫутӑ сӑнлӑ та хӗп-хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ. Тӗрӗс мар ку! Колхоз тӑвас тесе ӗҫлерӗмӗр-ӗҫлерӗмӗр те, халь акӑ ку статья ҫав ӗҫсене каялла тума хушать. — А, ҫӗнӗскер, — калаҫса илчӗ лешӗ, — ну, вот мӗн, унӑн йывӑр алли Павка хулпуҫҫийӗ ҫине ӳксе, ӑна самовар патне тӗртсе ячӗ, — самоварсем санӑн яланах хатӗр пулмалла, вӗсем, пӑх-ха, пӗри сӳннӗ, тепри аран сывлать. Ҫакна вӑл тӗнчене пӗлекен ҫын чыслани вырӑнне шутланӑ; хӑйӗн яланхи йӑлипе хӑнине вӑл хӑй пурлӑхне кӑтартса ҫӳренӗ, йытӑ картине илсе пынӑ. «Вот вӗт шуйттан столярӗ! Унӑн хӑйӗн Чека пур», — шухӑшласа илчӗ Тимошенко, ревком председателӗ ҫине пӑхса. Эсӗ унӑн умӗнче — ӳпре! Вӑл васкамасӑр, тӑрӑшсах ӑнланмалла сӑмахсем тупса калаҫрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах вӑл сӑмахсем никама та кирлӗ маррине пит те лайӑх ӑнланчӗ, вара часах ҫав ахаль сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илеймесӗр, ассӑн сывласа илчӗ те:— Кил ман пата, — терӗ. — Эсӗ унтан нимӗн те ыйтса пӗлеймерӗн-и вара? Шубин ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех сӑмсапа, ҫурма-юлхавлӑн, ҫурма-шӳтлесе каласа хучӗ (ачаш ачасем хӑйсен килне вӗсем валли канфет илсе ҫӳрекен ашшӗ-амӑшӗсен пӗлӗшӗсемпе ҫавнашкал калаҫаҫҫӗ), вара, хӑйне хирӗҫ каласса кӗтсе илеймесӗр, пуҫланӑ сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Пуринчен те ытла мана ҫак кӑткӑсем, нӑрӑсем тата ытти ҫавнашкал господа хурт-кӑпшанкӑсем хӑйсене ҫав тери мӑнкӑмӑллӑ тыткалани тӗлӗнтерет: вӗсен пурнӑҫӗ мӗне те пулин пӗлтернӗ пекех, каллӗ-маллӗ мӑнаҫлӑн чупкаласа ҫӳреҫҫӗ. Кайран алӑка питӗр. «Мӗншӗн?» — тетӗп. Хӗрачана ыйхӑ пуснӑ. Сӑпкине маннӑ вӑл. Ача вӑранчӗ те макӑрма пуҫларӗ. Хӗрача сӑпка патне пычӗ. Вӑл Ригӑна каяс шутпа дилижанс ҫине ларнӑ пулнӑ. Е атте кӑшкӑрать — асту! тет, е арӑм — ан хӑтлан! тет, е тата ху пӗр тенкӗшӗн ҫын пуҫне пӑрса пӑрахма хӑраса тӑраттӑн. Вут ялтӑртатса хыпса илчӗ; Ыратни ӑна хӑй чӑнах та ҫывӑрманнине тата ӳсӗр маррине ӗнентерчӗ. Мана вӑл час-часах хӑйпе пӗрле хӑнана илсе каятчӗ. Ҫырана тухма юрамасть; сулла шыва хирӗҫ илсе хӑпарма та вӑй ҫитмест пирӗн. Акӑ мӗн. Тетка, уроксем вӑхӑтӗнче унӑн пит-куҫне тата сассине питех те лайӑх вӗренсе ҫитнӗскер, тавҫӑрса илнӗ: хуҫи хумханать, темӗн ҫинчен шухӑшлать тата ҫилленет те пулас. Анчах, епле ӑссӑр та усӑсӑр япала ку! Пур куҫсем те ҫиекенӗн пичӗ ҫинелле, унӑн аялти янах шӑмми ҫинелле, хӑлхи патӗнчи ҫаврака мӑкӑльсем ҫинелле ӗҫлӗн пӑхса тӑраҫҫӗ; шӗвӗр янах шӑммийӗ пӗрре анса, тепре хӑпарса тӑнине сӑнаҫҫӗ; хӑшсене ӳркенчӗклӗн пӗр-пӗрне пӗлтерсе тӑраҫҫӗ: — Чисти упа пек чӑмлать. Хӑранипе пурте кӑшкӑрса ячӗҫ. Мӗншӗн вӑл? Вӑл ӑна яланах килӗшмен, анчах халь уншӑн сасартӑк ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ. Вӗсен вулама ӑста пӗлмелле пулнӑ, турӑ кӗнекисем тӑрӑх кӗлӗ тавраш ирттермелле пулнӑ. Эпир ун пӳлӗмне иртеттӗмӗр, ҫав вӑхӑтра столовӑйран тухакан Нина Капитоновнӑна курах кайрӑм. Вӑл машина пек ӗҫлесе, такам ҫӳлтен ҫапасса кӗтнӗ пек, ялан лӑпчӑнса ларса пычӗ, унӑн ӗнтӗ нимӗне пӑхӑнасси те килмен — вӑл чунсӑр, пушӑ тӑрса юлчӗ. Тарана аса илӗр-ха, вӑл стенана мӗнле кирлӗ — ҫапла ҫапӑнать. — Эпӗ сире таса чӗреллӗ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын вырӑнне хунине, эсир, мистер Сильвер, хирӗҫлеместӗр пулӗ тесе шутлатӑп, — терӗ доктор, унран кулса, — манӑн шухӑшӑмсем саншӑн кӑштах тӗлӗнмелле пек туйӑннине те пӗлетӗп эпӗ. Тата акӑ мӗн. «Ырӑ ҫыннӑмсем — тетӗп, — ҫапла та ҫапла, пӗтме ан парӑр пире…» — Эсӗр Силвиона пӗлетӗр-им? Ку ак мӗнрен килет: вӑл, нумайӑшне усӑ кӳме пултармалли вырӑн йышӑнаканскер, ун ячӗпе-чапӗпе кӑна усӑ курма шутлакансем хӑйне вӗҫӗмсӗр ыйтусемпе, йӑпӑлтатусемпе йӑлӑхтарасран сивӗлӗхпе хӳтӗленме тӑрӑшать. Кралич инкеке-мӗне лекмен-ши, тесе шухӑшласа илчӗ. Одинцова, Базаров пекех, ҫутҫанталӑк ҫине ытлашши ҫавӑрӑнсах пӑхман. — Ан, Роберт, — терӗ Гленарван, ачан аллине чӑмӑртаса. Эсир ман ҫинчен темле кирлӗ мар шухӑш шухӑшлама пултаратӑр, турӑ сыхлатӑрах, Андрей Степанович! Кӗрсе пӑхар эппин. Амӑшӗ хӑйӗнчен пӗр вунӑ утӑмра каллех ҫын ушкӑнне курчӗ. Ҫавӑнпа унӑн кӑмӑлӗ тулнӑ, вӑл хӑйне паттӑр пек туйнӑ. Хӑйсем юратни ҫинчен вӗсем сӑмахпа сайра хутра ҫеҫ калаҫҫӗ, калас пулсан та мӑнаҫлӑн тата хитрен мар, вӑтанса тата аванмарланса кӑна калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем яланах ҫителӗксӗр юрататпӑр тесе шикленеҫҫӗ. — Сӑмаха ҫиле яма кирлӗ мар! — Анчах чӗрӗ-ши вӑл? — Аэроплан, — терӗ Петька. — Мӗн тӑватӑр эсир, атте? — кӑшкӑрчӗ Татьяна. Ҫапах та хӑй кӗтни ку хутӗнче пурнӑҫа кӗмерӗ: Вена инструменчӗ Украина хӑвипе тупӑшма вӑй ҫитереймерӗ. Смолин, аллине мунчала хӳреллӗ шалча тытса, сывлӑшра сулкаланӑ, шӑхӑрнӑ. Манӑн пиччен ывӑлне салтака пачӗ: хӑйӗн ҫӗнӗ кӗпи ҫине щеколат ӳкернӗшӗн… пӗр ӑна ҫеҫ мар, ыттисене те вӑл салтака пачӗ. Пӗччен кӑна шикленсе пурӑнасси ҫинчен шухӑшласа илсен, ҫак шухӑш Тома сахал йӑпатрӗ. Хӑй пӗлмесӗрех, крюка хытӑран та хытӑрах ҫатӑрласа тытрӗ вӑл. Хуҫи тухса, ҫутӑна та хӑйпе пӗрле илсе кайсан, каллех тӗттӗмленнӗ. Эпӗ ҫак сӑмаха асӑмра тытатӑп, профессор чӑтайманнипе тутисене ҫавӑрса ҫыртнине пӑхмастӑп та. Пӑрахӑҫ япаласемпе икӗ кун хушши асаплантӑмӑр та пӗр ҫирӗм пилӗк крепенке турӑмӑр. Кунта, технорук юлташ, пурте законлӑ пулса пырать. Ҫунтарӑр! — Светуя персе ан тӑр! — кӑшкӑрса ячӗ пристав. Тепӗр тесен, ҫук, лартман пулӗччӗ. Разметнов, Нагульнов нимӗн шухӑшламасӑр-тумасӑрах ҫапла иртӗнсе хӑтланнӑшӑн хӑй каҫару ыйтма шухӑшланӑскер, ӗҫ кун пек ҫаврӑнса ӳкнине шута илчӗ те тӳрех урӑхла калаҫма тытӑнчӗ: — Ара, тахҫанах ҫапла тумаллаччӗ! Эсир колхозниксем-ҫке-ха! Турӑҫӑм, кам пирки-ха? — малалла каларӗ Николай Антоныч. Ытла хытӑ хӗненипе, ларма-выртма та пултараймастчӗ, хӑй вара хӑнк та тумастчӗ! Вунҫичӗ ҫулта эпир пурте йӑнӑш ӗҫсем тӑватпӑр. Эпӗ нӳхрепре лараттӑмччӗ. Пӗр вунӑ ҫын — хӗрлӗ сухаллӑ, кукша пуҫлӑ, кӑвакарма тытӑннӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫынсем, сӗтел хушшинче тӳсӗмсӗр йӑшаланкаласа ларнӑ; темиҫе пушӑ пукан хушшинче пӗрине чечексемпе илемлетнӗ. Ҫак ырӑ ҫынсем ман ҫи-пуҫа нумайччен пит тӗплӗ пӑхса сӑнарӗҫ те пӗр-пӗрне хирӗҫле выводсем тӳрӗҫ. Хӑна кӳрентерекенсемпе хӑвах саплашма тӑрӑш, ху аллупа ху тавӑр! — Ну, шухӑшласа пӑх! Анне миҫе хут ун умне чӗркуҫленсе ларса ыйтман пулӗ: «Чунӑмҫӑм Федюшка, мана та пулин кала-ха: кам сана вӗлерме алӑ ҫӗкленӗ? Сирӗн чӑнлӑха эпӗ те ӑнлантӑм: пуянсем пур чухне халӑх нимӗн те кураймасть, — чӑнлӑха та, савӑнӑҫа та, нимӗн те! Кун ҫинчен асӑнмасан та юратчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам пушӑллах пыраттӑм, Германи карапӗ мӗнле координатсенче пыни ҫинчен ҫеҫ штаба пӗлтерме пултартӑм, анчах Ф. мана «сысна ҫури» ҫиме чӗнчӗ, — ҫав «сысна ҫуринчен» ӗҫӗмӗр пуҫланчӗ те; ун ҫинчен каласа памашкӑн та пырать. Вӗсен тутисем чӗтреҫҫӗ. — Сирен патӑрта никам та пулмарӗ-и паян? — ыйтрӗ Джемма. Яланах хӑйӗн сӑмси ҫине шанма пӑхать, акӑ, вӗлерсе те пӑрахрӗҫ. Ҫакӑнпа эпӗ хамӑн ятӑма вараларӑм! Эпӗ ҫавӑнтах ку шав мана пырса тивнине туйрӑм. Яхно каялла хӑвӑрт таврӑнчӗ. Том ӑна хӑйсем калаҫнине никам та итлесе тӑма пултарайман ҫӗре ертсе кайрӗ те унта вара хӑй мӗн тума шутланине каласа кӑтартрӗ. Вӑл вице-губернатор кӗрӳшӗ… — Акӑ вӑл, заместитель. Каҫхине амӑшӗ чей ӗҫсе ларнӑ чухне чӳрече умӗнче лаша ури пылчӑка чаплаттарни тата палланӑ сасӑ илтӗнчӗ. Кӑвак йӑсӑрлану витӗр, кӗртсем урлӑ, ҫил-тӑман ӳленине илтсе, ҫав пӗтнӗ ҫын хаяррӑн ҫуйӑхнине аса илсе утнӑ май мана унӑн сӑмахӗсем хамӑн пыра кӗрсе ларса пӑвнӑ пек туйӑнчӗҫ. Ҫак самантран вара юланутсӑр лашасемпе юланутлӑ лашасем хушшинче мӗнпур вӑйпа ӑмӑрту пуҫланса каять. Малалла ӳпӗнсе ларнӑ Санин пуҫне ҫӗклерӗ. Ҫук, пӗлетӗр-и мӗн: куратӑр-и, епле чаплӑ сӑртсем унта, епле вӑрмансем! Ӗнтӗ кайӑксем те вӑранчӗҫ, ире савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ юрӑсемпе илемлетрӗҫ. Наталья хӑраса сиксе тӑчӗ. Колоннӑсен тӗлӗпе утса, Пӑван алтарь решетки патне майӗпен йӑпшӑнса пычӗ те престолтан инҫе мар пӗр алӑк патӗнче самантлӑха чарӑнчӗ. Ун ҫийӗнче те, пурин ҫинчи пекех, ахаль сӑран куртка, хресченсем тӑхӑнса ҫӳрекен шурӑ кокардӑллӑ ҫӑм шлепке, анчах ун алли шурӑ, ҫийӗнче ҫӳхе тиртен ҫӗлетнӗ кӗпе, куртки ҫийӗн хулпуҫҫи урлӑ шурӑ пурҫӑн шарӑх ҫакса янӑ, шарӑх ҫинче — ылтӑн тыткӑчлӑ шпага. — Ҫапла… Петербургри ӑссӑрла ҫав каҫранпа тӑватӑ ҫула яхӑн иртрӗ. Ҫулпа пӗр мужик хулпуҫҫийӗсем ҫине пӗрер пӑшал хурса пырать. — Тӗрес, паттюшка: пач та тарават мар. Эпӗ сана, тӑван, уйӑрса парӑп… Тӑшмана сутӑнас шухӑш ӗҫре палӑриччен малтантарах чӗрере ҫуралать, ҫавӑнпа вӑл сире тӑшмана сутӑннӑ, тесе айӑпласа вӗлерттересшӗн хытӑ тӑчӗ. — Халь кам ӗненнине ӑнланма йывӑр, — терӗ манах кӑшт тӑхтаса тӑрсан. Тоня, кабинетра выртакан ашшӗ ан илттӗр тесе, алӑка хупрӗ. Акӑ юханшыв, вӑл юхса выртнӑ ҫӗртех тӗлӗрет, тен вӑл та пурнӑҫӑн чӑрсӑр кӗреҫепе чавса тухнӑ йӗрӗ пулӗ. — Смир-рно, сӗтӗрӗнчӗк! — терӗ Смурый. Унтан самӑрӑлса шыҫса кайнӑ Степан Барскин хӑйӗн пьянцӑ-кӗрӗвӗпе тата чалӑш куҫлӑ хӗрӗпе ҫуна ҫине ларса иртсе кайрӗ; вак халӑх пысӑк хура ушкӑн пулса нумайччен иртрӗ: мещенсем, тир-сӑран тӑвакансем, пир-авӑр тӗртекенсем, урапа тӑвакансем, ыйткалакансем, никама кирлӗ мар, йӗке-хӳре тӗслӗ карчӑксем. Эпӗ Володя пӳлӗмӗнче пӑшал тарӗ тупрӑм, унпа куҫхаршине сӗркелерӗм те чӗртсе ятӑм. — Ку моряк пулнӑ, — терӗ Джордж Мерри, ҫӗрнӗ ҫӗтӗксене ыттисенчен хӑюллӑрах пӑхаканскер. Ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсемпе пӗрле вӑйлӑ радиопередатчик илнӗ те Ҫӗрпе калаҫаҫҫӗ. — Любишкина сӑмах парсамӑр! Рита, ун шухӑшӗсене пӗлнӗ пекех, тӗттӗмре кулса илчӗ. Вӑл аллисемпе хӑлаҫланать, сассине хӑпартнӑ май тепӗр чухне кӑшкӑрса та ярать, йӗнер ҫинче лара-тӑра пӗлмест, питне-куҫне темле те хутлантарса илет. Ӑна вӑл пӗлетчӗ те шӗвӗр те хура сухалне пӗтӗркелесе, бас пек сассипе лӑпкӑн калатчӗ: — Манӑн чире ниепле те сыватма ҫук пулас. Вечер пӗтсе ларчӗ. Пӗчӗк ачаран та ыйтса пӗлме хӑтланса пӑхрӗҫ вӗсем. Анчах нумаях пӗлеймерӗҫ. — Шурӑ ялав! — тесе кӑшкӑрчӗ Сильвер. Пӗр каҫ — пуйса та тӑтӑн! Фонтенуа патӗнче эсир хӑвӑра тивӗҫлӗ ӗҫе ҫакӑн пек пурнӑҫланӑ пулсан, сирӗн койка ҫинчен те каймалла мар пулнӑ, — терӗ вӑл. Пуян пурнӑҫшӑн хытӑ тунсӑхласа хуйхӑрнипе, Ерофей Кузьмич час-часах ӗҫкеленӗ те вара килте кӗрленӗ: — Ҫӑва патнех анса кайтӑрччӗ ку ылханлӑ пурнӑҫ! Ҫавӑнпа Блефуску ҫыннисем эпӗ лилипутсем хушшинче пурри ҫинчен шухӑша та илмен. Пӗлетӗп эпӗ — йӑлтах пӗтрӗ. Унтан каллех лартӑм та чӗлӗм илтӗм; пӳртре халӗ тупӑкри пекех шӑп, апла тӑлӑх арӑм нимӗн те пӗлеймест. Эпир хамӑр шкулти театр ҫинчен асилсе калаҫрӑмӑр, «Сехет ҫитрӗ» ятлӑ трагедие асӑнтӑмӑр, Гриша ҫав трагедире еврей усрав ачине вылятчӗ, ҫав роле вӑл, ман шутпа, питӗ чаплӑ вылятчӗ, терӗм эпӗ. Ҫул ҫинче мӗнле те пулин инкек пулатех, урӑх ним те мар… Укҫа вӑл — ҫилӗмлӗ япала: санӑн аллунта мӗн чухлӗ ытларах ҫаврӑнать, ҫавӑн чухлӗ ун ҫумне тата хутшӑнать… Палуба ҫинче чупкалама тытӑнчӗҫ. Каяр-ха. Тепӗр кунне ҫеҫ полици хаҫатӗнче, портра, шыв хӗрринче, хушамачӗ те, хӑш халӑхран тухни те паллӑ мар хӗрача виллине тупни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Вӑл халӗ сӑхсӑхмарӗ, мучие те чӗнмерӗ, амӑшӗ ҫинчен те шухӑшламарӗ, аслатиллӗ ҫумӑр хӑҫан та пулин чарӑнассине шанма пӑрахса, сивӗпе шӑннӑҫемӗн шӑнса кӑна пычӗ. — Мересьевпа Петров, — терӗ тахӑшӗ хуллен. Пушӑ сехетсенче манӑн нимӗнпе интересленсе пурӑнмалли те ҫук: пирӗн мӗскӗн урамра нимӗн те ҫук, аяккарах кайма хушмаҫҫӗ, картишӗнче тӑпра чавакансем, ывӑннӑскерсем те ҫиленнӗскерсем тата тирпейленмен кухаркӑсемпе кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем, кашни хӗвӗшсе ҫӳрекен йытӑсем, — ҫаксем пурте мана йӗрӗнтереҫҫӗ, ҫав тери кӳрентереҫҫӗ, суккӑр пулсах тӑрас килет. — Ах, ырӑ турӑҫӑм! Ҫынсем Майӑн Пӗрремӗшне уявлама хатӗрленчӗҫ. Санин мӗн шутламаллине пӗлмерӗ. Юлашкинчен, тӑххӑрмӗш кун, чир чылаях улшӑнчӗ. — Кам унта? — терӗ вӑл тӗттӗмелле. Ӳсентӑрансене ӑшӑпа ҫутӑ кирлӗ, анчах ытла ӑшӑ та, ытла ҫутӑ та пулмалла мар. Вара вӑл, хӑйӗн юлташне сиксе тухма пултаракан аван мар япаларан пӑрас тесе, ӑна аякӗнчен чышса илнӗ те, ыркӑмӑллӑн кулкаласа:— Эккей, эс, вӑрҫаканскер, — ӗҫетпӗр-и тепрер?.. Майӗпен варкӑшнӑ вӗри сывлӑшра вӗрттеркӗч. Вӑл факт, сӑмах пани мар. Вэра ашшӗнчен юлнӑ репетирлӑ ылттӑн сехетне сутнӑ. — Шухӑшласа пӑх… Приказ тӑрӑх мӗнпур хутӑрсенчен пурте пӗр вӑхӑтрах тапранса тухатпӑр. Воропаев хӑвӑрт кӑна стена ҫумӗнче тӑракан хӗрарӑм ҫине пӑхса илчӗ. Мӗн ҫыраҫҫӗ вӗсем унта? Унтан каллех тӗпчеме пуҫларӗ. — Ӑҫта пурӑнатӑр эсир? — Кукӑль илсе парсамччӗ мана, тархасшӑн, — терӗ вӑл. — Мӗнле лайӑх пиҫнӗ-и вӗсем паян? Эпӗ ӑна хамӑр ҫӗршыври чирсенчен нумайӑшӗсем апат-ҫимӗҫ нумай ҫинӗрен тата ытлашши ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗрен пуҫланса кайни ҫинчен, пирӗн ҫынсем выҫӑ мар чухне апат ҫини ҫинчен, ӗҫес килмен чухне тӗрлӗ эрехсем ӗҫни ҫинчен каласа патӑм. Анчах ҫавӑнтах хальхи ӗҫе аса илчӗ: — Ачасене, ҫитӗнсе ҫитменнисене пухӑва кӗртмелле мар, вара пурте шӑнӑҫӗҫ. Ав епле чӗтретнӗ мана! — Сирӗн юлташ-им ку? — тесе ыйтрӗ Паганельрен майор. Пире шыраҫҫӗ. — Тытса пӑхӑр-ха! Вӑл пӗлмерӗ: шӳт тӑвать-и Базаров, е чӑнласах калать-и? Вӗсем кашниех хӑйӗн шухӑшне шухӑшласа пычӗҫ. — Ҫамрӑксем ҫул ҫӳресе пиҫеҫҫӗ. Терт пулмасан — этеме вилӗм вара! — Мӗнле кӗнеке, ак епле кӗнеке! — тесе тӗлӗнсе кӑшкӑрать. — Америке, — господин Паганель. Тепри вара Валька Жуковчӗ, вӑл пысӑк ӗмӗтлӗ кахал ача. Кӗнеке таврашӗ те эпӗ хамӑн пурнӑҫра чи малтанхи хут Петька аллинче куртӑм. Вӑл ванна пӳлӗмӗнче хӑйӗн кӗпе-йӗмне, аттисене тата Долинник пиншакне тӑхӑннӑ хушӑра Екатерина Михайловна Тоньӑна та тӑратрӗ. — Турра ӗненетӗр-и? — тепӗр хут ыйтрӗ Монталелли, ура ҫине тӑрса тата ун ҫине тинкерсе пӑхса. Пӑхӑр-ха манӑн шлепкене — ӑна эсир шлепке теме пултаратӑр пулсан. Тӑрри шӑтӑк, хӗрри янахран аяларах усӑнса анать, шлепке пек те мар вӑл: пуҫа кӑмака мӑрйине чикнӗ пек туйӑнать. Унтан сасартӑк чӑмӑрне уҫнӑ, кит мӑйӑхӗ пружина пек тӑсӑлса тӑнӑ. Яков Лукич, Ҫемене куҫ хӗссе илсе, хӑнана малти пӳлӗмелле ертсе кӗрсе кайрӗ. Мӗскер кӑна хӑтланса пӗтмерӗ ӗнтӗ ҫак ҫулсенче, мӗнле кӑна тискерлӗх кӑтартмарӗ… — Хӑратӑп! — кӑшкӑрчӗ тепри. Вӑл ӗнтӗ текех хӑйне ҫул кӑтартакан пулма сӗнсе хӑтланмасть. Анчах Давыдов, ҫырмалли пӗчӗк кӗнекерен хут листи ҫурса илсе, пӗчӗк хачӑпа хӑвӑрт кӑна лаша пуҫне касса тусан, — Федотка тӑнран тухас пекех савӑнса кайрӗ! Эпӗ халех таврӑнатӑп, — терӗ Валя. Тӗп-тӗрӗс калас пулсан, кӗске самантлӑх юххасенчен йӗрӗнеҫҫӗ, вӑрӑм вӑхӑтлӑх юххасене — хисеплеҫҫӗ. Пирӗн хыҫҫӑн хӑвалаҫҫӗ. Джим нимӗн те ыйтса тӑмарӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, вӑр-вар пуҫтарӑнма тытӑнчӗ — питӗ хытӑ хӑраса ӳкрӗ вӑл. — Кӗлетсен ҫӑра уҫҫисем манра ҫук, граждансем. Унтан лавсем тиенӗ уҫӑ платформӑсем иртме тытӑнчӗҫ, вӗсем ҫинче, вӑрман пек, ҫӳлелле тӑратнӑ туртасем курӑнса пыраҫҫӗ. Ун пек ӗҫе ҫынтан пытараймӑн; ун пек ҫӗрте сирӗн аҫӑр мӗн тери ӑста пулин те — сӑмахран, карета тытмалла е тата темтепӗр ҫавӑн пекки… ҫынсӑр ӗҫ тума ҫук, ҫавнашкалах». Унӑн тӗксӗм те ачаш куҫӗсем куҫҫулӗсемпе тулчӗҫ, ман ҫине вӑл тути хӗррине ҫыртса лартса пӑхса тӑчӗ, питҫӑмартисемпе хӑлхисем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ. Вӑкӑрӗсем туртаймаҫҫӗ, — терӗ Аким Бесхлебнов. — Мана сирӗн ҫинчен нумай каларӗҫ, ҫавӑнпа та манӑн эсир мӗнлине курас килчӗ, — илтрӗм эпӗ вӑл ача пек ҫинҫе сасӑпа каланине. Ӳсӗрсене лартса илсе кайрӗҫ; малта этемсен тусӗ ура ҫинче тӑрса, чышки витӗр, рупорпа кӑшкӑрнӑ пек, темскер кӑшкӑрса пырать. — Э, шуйттанне! — Калэ? Сан шухӑшпа, Калэ халь те Англи аллинче тӑрать-и? Мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн? Вӗсем кунта Сан-Филипп хулине тунӑ. Хӑшпӗр тӗлте тата майлисемпе хирӗҫҫисем, хӑйсен тӗрӗслӗхне ӗнентерме тӑрӑшса, пӗрне-пӗри кӑкӑрсенчен ярса тыткаланисем те пулкаларӗҫ. Пӑхмашкӑн мӗнлескерччӗ вара вӑл? Капитан ун ҫине савӑнӑҫлӑн ҫутӑлакан куҫӗсемпе пӑхса ларчӗ, унтан пӗр сӑмах каламасӑрах унӑн хучӗсене ҫавӑрса тытрӗ те кабинета кӗрсе кайрӗ. — Леш тӗнчерен, станишник! — ҫавӑн пекех шӑппӑн тавӑрчӗ килнӗ ҫын. Унтан, хушнӑ пек: — Хӑвӑртрах хай патне илсе кай, нумай пӗлме ан тӑрӑш, — терӗ. «Вӑт ухмахланать этем! Унчченхи ҫулсенче, ӗлӗкхи пек пураннӑ чухне, ҫакӑ икӗ уйӑха канлӗ вӑхӑт тесе ахаль ят паман. А вӑл ҫав классен интересӗсене начар мар хӳтӗлени тӗлӗшпе нимӗнле иккӗленӳ те пулмасть пулӗ. Вӗсемпе пӗрле кӑштах ухсан, Калугин блиндаж патнелле илсе каякан траншейӑна пӑрӑнса кӗчӗ. Амӑшӗ ӑна питӗнчен пӑхса шухӑшласа ларчӗ: «Вӑл нимӗнле япӑх ӗҫ те тумасть, — вӑл ӑна тума пултараймасть!» Ҫӑрттан мучи пуҫне ҫӗклерӗ. Акӑ тинех алӑк шатӑртатса илчӗ те, пӗр вырӑнта хушӑк пулса тӑчӗ, алӑк ҫӗмӗрекенни пӑшал кӗпҫи чиксе сав хушӑка хайӑрма тытӑнчӗ. Пӑшал сасси вырӑнне ҫын сасси илтӗнсе кайнӑ. Намӑс мана, — хамшӑн кӳренетӗп! Обкомран анчахрах килнӗ Васютин хӑй ун патне кӗчӗ, вӑл ӑна темиҫе хутчен те хулана кайма килӗшме ыйтрӗ. Ҫитӗ аннене тарӑхтарни. Ҫав ротӑпа Стельковский капитан, тӗлӗнтермӗшлӗрех ҫын, командӑлатчӗ: хусах, полк шайӗшӗн самай пуянскер, — вӑл кашни уйӑхрах ӑҫтан-тӑр икҫӗршер тенкӗ яхӑн укҫа илсе тӑратчӗ, — питех те ирӗк кӑмӑллӑ, юлташӗсемпе типпӗн ҫех калаҫать, вӗсене ҫывӑхартса та каймасть, ҫитменнине тата аскӑнҫӑ. Унпа юнашар вара Раиса, ҫилли тӑвӑлнипе шурса кӑвакарнӑскер, театрти евӗр, юри ӳстернӗ сарказмпа калаҫрӗ: — Питӗ хӳхӗм! Анчах ку ҫамрӑкла именӗвӗн чӗтревӗ мар, малтанхи хут хӑй юратни ҫинчен каланипе шикленни мар ҫавӑрса илчӗ ӑна: ку ун ӑшӗнче вӑйлӑ та йывӑр ҫилӗ евӗр, е унпа тӑванлӑ вӗри кӑмӑл вӗрени… Икӗ уйӑхран эпӗ университета кӗтӗм, тепӗр ҫур ҫултан ман аттем шалкӑм ҫапнипе вилчӗ, — эпир ун чухне хамӑр ҫемьепе Петербурга куҫнӑ кӑначчӗ-ха. Ҫӗр чӑмӑрӗн пӗтӗм ҫийне ун ҫинче пурӑнакан мӗнпур халӑха пӗр тан валеҫсе парсан, кашни ҫынна 5 гектар ҫӗр те 12 гектар шыв тивнӗ пулӗччӗ!.. — Калас килет… калас килет пулсан… Морис ҫавна пӗлнисемпе питех ҫырлахман, анчах хӑй мӗн шухӑш тытнине палӑртман. Мустангер вӑрттӑн пӗрмаях мӗн ҫинчен тӗлӗрсе шухӑшласа пурӑннине Фелим та пӗлмен. Эпӗ сирӗн килӗре пурӑнма килсе кӗтӗм. Питӗ тӗлӗнмелле ҫынччӗ ҫав вӑл! — Ҫапла, вӑл лайӑхскер, — шухӑшлӑн ҫирӗплетрӗ Эвелина, анчах сасартӑк, хӑйне ҫиллессӗн алла илсе, хиврен каларӗ: — Ҫук, вӑл мана пачах та кӑмӑла каймасть. Вӑраххӑн, анчах ҫирӗп! Ҫывӑрма выртиччен малтан ҫулҫӳревҫӗсем хурал йӗркине майларӗҫ, вара Айртон, Мюльреди, Вильсон тата Джон Мангльс, пӗрин хыҫҫӑн тепри лагере ҫутӑличченех хуралларӗҫ. Ырӑпа усала та эпӗ чӗреренех туйса тӑнӑ; мана никам та ачашламан, пурте кӳрентеретчӗҫ, эпӗ вара усала ас туса тӑракан пултӑм; эпӗ тӗксӗмччӗ, ытти ачасем хавасланатчӗҫ те ҫатӑлтататчӗҫ; эпӗ хама вӗсенчен ҫӳлерех тӑратӑп тесе шутлаттӑм, — мана кайран тӑрататчӗҫ, эпӗ хапсӑнакан пулса кайрӑм. — Атя, мур тӗплемӗ-и те, тӑрӑшсамӑр ӗнтӗ эсир, вӑл питех ан лартӑрччӗ. Унӑн куҫӗсем чарӑлса кайнӑ, тӗлли-паллисӗр тӑмпайла пӑхаҫҫӗ: вӑл тӳрех ман ҫине тӗллесе пӑхрӗ, ҫапах мана курмасть, ахӑр. Ун пек чух хӑвӑн та хӑвӑртрах вилес килет, вилсе выртам та пӗрех хут, ӗҫӗ те пӗттӗр тесе шухӑшлатӑн. Сӑмах-юмах вӗлернӗ абрек ҫинчен пычӗ. Апла пулсан, эсир ӑна ыран урӑх илсе парӑр, кусене мана парса ярӑр. Чиперччӗ-и ҫут уйӑх, чипер-и уйӑх ҫурли, Чипер-и уяр тӳпе, чипер-и йӑлтӑр ҫӑлтӑр, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, уйрӑлман-и-ха,Чипер лараҫҫӗ ҫуммӑн, чипер тек калаҫаҫҫӗ, Чипер-и тулли витрисем, чипер-и шывӗ пӑрланнӑ,Чипер-и кӗвенти, чипер-и вӗрене кӗвенти, Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер савӑшаҫҫӗ-и. — Тӑхта, тапак туртма ирӗк пар. Вӑл иксӗлми ӳсӗр куҫҫулӗпе йӗнӗ. Марьяна турткаланса тӑмарӗ, мӑнкӑмӑллӑн кулкаласа, хӑйӗн пысӑк куҫӗсемпе Оленин ҫине тинкерчӗ. Сарай тӑрринче вӗлкӗшекен хӗрлӗ ялав курӑнмасть, унта ялав патакӗ ҫеҫ кӑнтарса тӑрать. Ҫав ҫын кам иккенне манӑн ҫав тери пӗлес килет. Анчах пӗлӗт этеме кӑмӑлсӑр пулса вӑрах вӑхӑт ирттернӗ хыҫҫӑн яланах пысӑк хаваслӑх парать. Халӗ те вӑл профессор Лиденброка унӑн пӗтӗм шанӑҫне пӗтерсе кӳрентернӗ хыҫҫӑн, кӑмӑлне лӑплантарчӗ. Вӗсем вӗт хӑйсен кӗмӗлне, ылтӑнне, ниме тӑман хучӗсене, пур тӗрлӗ ирсӗр ялалисене, ҫынна алӑра тытса тӑма ирӗк паракан япаласене сыхласа усрасшӑн пурне те, пур ҫынна та пӑчӑртаса лапчӑтаҫҫӗ. Ача кашни сас памассеренех вӑл шарт сиксе илет те, тӳсейми тарӑхса, пӗрмай мӑкӑртатать: — Мӗншӗн… ҫапла… пит хӑрушла? «Ку офицере пурте хисеплеҫҫӗ, питӗ аван офицер пулас ку вӗсен: простой пулмалла, питӗ паттӑр та хӑналама юратакан ҫын пулас», — шухӑшласа илчӗ вӑл, именсе тата шикленерех диван ҫине ларнӑ май. — Кама ҫак эсир, тӑвансем? — кӑшкӑрчӗ Ефим. Тепӗр самантранах анаталла тапранса кайрӑм, пӗр сас тумасӑр, хӑвӑрт, ҫыран хӳтлӗхӗнчен тухмасӑр ишрӗм. 1959 ҫулхи январӗн 2-мӗшӗнче Совет Союзӗн территорийӗ ҫинче калама ҫук вӑйлӑ взрыв кӗрлесе кайнӑ. — Зверков помещикӑн. Эсӗ маншӑн ҫавӑн пек тӑвӑн-и, чӑххӑм? «Эсир ҫухӑра вӗҫертсе ярӑр», — астутартӑм эпӗ. Кунта ӗнтӗ тӗрлӗрен ӗмӗтсӗр комбинацисем пулма пултарнӑ, ҫаксенчен пӗрин пирки Вышимирский айӑпланӑ та Николай Антоныча. — Аристократи-и? — кулса хирӗҫ чӗнчӗ драгун полкӗнчи лейтенант. Бат, Геркулес, Актеонпа Остин сирӗнпе юлӗҫ, эпир Томпа иксӗмӗр вара кайса ҫаврӑнкаласа ҫӳрӗпӗр. Ун патне ҫывӑхрах пырсан — мӗн начарри пултӑр-ха? Ҫывӑхарах пырас та падре сӑн-питне тата тепӗр хут пӑхас; халӗ вӗсем тавра ҫынсем ҫук, ҫавӑнпа та ирхинехи пек киревсӗр мыскара туни ниме те кирлӗ мар. Петр хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те каллех сукмак тӑрӑх утса кайрӗ. Кайма пултаратӑр… Артёма Вӑл каламасӑрах паллӑ сӑмахне каласа пӗтермерӗ. — Ку — Тихон-и? — Кам пултӑр-ха тата… — Яр-ха, Фома Кузьмич… ан пӗтер мана. — Манпа та ҫавнашкалах пулкалать, — терӗ Мэри. Тантӑшӗсем унран кулнӑ, ӑна вӗсем айван тесе шутланӑ; хӑй ҫине ҫакӑн пек пӑхнинчен кӳренсе, Фома тантӑшӗсенчен пӑрӑнса ҫӳренӗ. Эсӗ хӑвах калатӑн вӗт, ӑна юратмастӑп, тетӗн… — Макар, ӑна ирттерсе, айккинелле пӑрӑнчӗ. Ҫав-и вара! Вӗренес тетӗн пулсан — верен! Эпӗ кайса пӑхаттӑм — тусан тавраш ҫук. Вилӗмрен нимӗн хӑрамалли те ҫук, — эсӗ кӑмака ҫинчи карчӑк мар! Работникӗ ун патне васкаса чупса кӗнӗ те: «Пушар! Пушар!» тесе кӑшкӑрса янӑ. Ме-ха, пиджак сапласа пар мана, ним шуйттанӗ те курмастӑп… — Мӗн чул вӑхӑта юлмалла сирӗн Венецире? — ыйтрӗ унран Елена итали чӗлхипе. Хохол тӑчӗ те, урайне кӑштӑртаттарас мар тесе, ҫӳллӗ те хытканскер, шухӑша кайнӑскер, пӳлӗм тӑрӑх асӑрханса уткалама тытӑнчӗ. Ҫӗвек тата тем шуйттан шӑрши кӗрет. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ пур хушӑксемпе тӗмесем хыҫне те шырама тытӑнчӗҫ, юлашкинчен мана чул хыҫӗнче выртнӑ ҫӗрте тупрӗҫ. Эпӗ хисеплӗ судьясене нумай пӗлеттӗм. Вӗсем судра хӑйсене тӗрӗслӗх енӗсем паракан пысӑк взяткӑсене илместчӗҫ. Ҫапла туса вӗсем тӗрӗслӗхе чӑнлӑха кӑларасран, хӑйсен сословин тивӗҫлӗхне чакарасран хӑраҫҫӗ. — Саня! Вара вӑл никама та трактиртан кӑлармастчӗ: хӑйне ыйхӑ пусса ҫитерсен ҫеҫ, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ патне лӑкӑштатса кайсан, компани саланма пултаратчӗ. Уэлдон миссис ун ҫине пӗр сӑмах чӗнмесӗр пӑхрӗ. — Итлӗр-ха, палламан ҫын! Сасси унӑн янӑравлӑран та янӑравлӑрах, илемлӗрех илтӗнчӗ. Ӗнер кунта нимӗн те ҫукчӗ, темле кухньӑсем йӑсӑрланатчӗҫ кӑна. Ачапча-ха эс… нимӗн те ӑнланмастӑн… пурӑнма вӗрентес пулать сана… Аркадий хӑйӗн вӗрентекенӗ тата тӳсӗ пулнӑ ҫын мӑйӗнчен уртӑнчӗ те, унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗ юхса тухрӗ. Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене вӗрентесси ӗлӗк астрологи текен суя наукӑпа ҫыхӑнса тӑнӑ. Полковник, корпус политотделӗн начальникӗ, ултӑ орден, пичетленнӗ ӗҫсем… Палач Остап ҫинчи кивӗ ҫӗтӗке туртса ҫурчӗ, ун алли-урисем ҫине юри туса хатӗрленӗ станок тӑхӑнтарчӗҫ, вара… Ҫук, вулакансене тамӑкри пек асаплантарнисем ҫинчен каласа тӑмӑпӑр. Вӗсене ҫырса кӑтартсан ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑнӑ пулӗччӗ. Туртӑшса, хӑйне Европа ҫыннисемпе танлаштарса пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйне пӗр ҫакӑн пиркиех вӑйлӑрах пулнӑн туять. — Ӗненместӗп эп ҫӗнӗ ӑрӑмҫӑсене, — сӑмах хушрӗ вӑл. Ку паллах ӗнтӗ!.. Вӑрӑпа тытӑнасси ӑна хӑратман, кӑмӑл капламне ҫеҫ ҫӗкленӗ — куҫӗсем вара ун хураларах панӑ, шӑлӗсене вӑл шатӑртаттарса ҫыртнӑ, сӑнӗ-пичӗ мӑнаҫланса, хаярланса кайнӑ. — Вилни вӑл — тӑван мар анне. Тул ҫутӑлнӑранпа пуҫласа каҫ пулса ҫитичченех кӗлетсем патӗнче йӗтӗн паракан арҫынсемпе хӗрарӑмсем кӑшкӑрашнӑ; Вӑл, хӑйне ҫутӑран пӳлес тесе, ҫӳллӗ хӳме туса лартма хӑтланнӑ; тӗттӗмлӗх чӑнлӑха, ӑса, тивӗҫлӗхе, тӗрӗслӗхе, ирӗклӗхе хирӗҫ хыттӑн, ытла та ухмахла, ҫав вӑхӑтрах питех те чаплӑн кӗрешнӗ. — Апла мар. Праҫниксенче час-часах хуларан «Миллионный» урамне, ҫапкаланчӑксем пурӑннӑ ҫӗрелле анаттӑм та Ардальон «золотая ротӑра» пит часах хамӑр ҫын пулса пынине кураттӑм. — Юрать, вырт. Унтан хӑйне хӑй питлеме тытӑнчӗ: ҫав кун ирхине вӑл лайӑх ҫывӑрса тӑранаймасӑр тӑнӑ пирки пулнӑ-мӗн ку, ӳлӗмрен нихҫан та апла ир тӑмастӑп тет. — Мӗне вӗренетӗп, тетӗн-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Макар, кӗнекине хупса хучӗ. — Эпӗ хам каятӑп. — Мӗнле хӑтланусемшӗн? Инҫетрехре эпӗ тарҫӑсен тумӗсене тӑхӑннӑ темиҫе ҫынна асӑрхарӑм. Аллисенче вӗсен пысӑках мар патаксем пур. — Ҫӗпӗрте мӗн ӗҫпе пурӑннӑччӗ? Карчӑк кашни тӗке уйрӑммӑн илет те, унран сухалне сӳсе, мамӑкне карҫинкка ҫине хурать, тунине ҫӗре пӑрахать. Авӑ мӗнле ыйту пачӗ вӑл мана, пачах татса пама май ҫук. — Пулма та пултарӗ. Эпӗ чӗтрене ертӗм, нимӗн тума та пӗлместӗп. Каблешковӑн та кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, вӑл пӗр чаплӑ эпизод хыҫҫӑн алӑ ҫупса ячӗ, анчах унпа пӗрле алӑ ҫупаканӗ урӑх тупӑнмарӗ. — Юлташсем! — тенӗ Ежов, аллине стакан тытнӑскер ура ҫине тӑрса. Комитет секретарӗ Попов килсе кӗчӗ, Мичопа Маркона вӑл сывлӑх сунчӗ. Мӗнле майпа тата хӑҫан уйӑрма пуҫланӑ вӑл ҫак икӗ саспаллине, куна эпӗ сире калаймастӑп, паллах. Анчах Динго вӗсене лайӑх пӗлет. Пӑхӑр-ха, вӑл урине вӗсене кунталла тӗкет, пире саспаллисене вулама чӗннӗ пекех туйӑнать. Чӳречерен курӑнакан илемлӗхпе Элен йӑлтах тӗлӗнсе кайрӗ. — Анчах унта мана хирӗҫ пычӗҫ. Вӗсем малти лини урлӑ вӗҫсе каҫса, тӑшман тылӗсем ҫийӗнче ҫаврӑнса илчӗҫ, унтан каллех хамӑр еннелле ыткӑнса килчӗҫ. Турӑҫӑм! Хӑйӗн ҫамрӑклӑхӗн чи лайӑх ҫулӗсене пӗр хӗрхенмесӗр ҫапла пӗтерчӗ вӑл, кӑкӑрта ялкӑшакан хӗлхемсене сӳнтерсе лартрӗ; тен халь ҫав хӗлхемсем вӑйлӑн та хитрен ҫунма тытӑннӑ пулӗччӗҫ, тен, вӑл та ҫакӑн пек картина туса ҫынсене макӑртнӑ пулӗччӗ! Ҫавна йӑлтах пӗтерчӗ вӑл, пӗр хӗрхенмесӗр тӗп турӗ! — Вӗсем атте кӗнекисем, эп вӗсене куҫ пек упраса тӑтӑм. Танк ҫывхарсах килет, траншея ҫинелле черет хыҫҫӑн черет пуля кӑларса ярать. Эпӗ лӑпкӑн кӑна, калаҫма чарӑнмасӑр, ӑна хамӑн билете тыттартӑм. Килетчӗ ман пата мӗнле те пулин кунак, эрех ӗҫтерсе ӳсӗртетӗп, йӑпататӑп, хампа ҫывӑрма вырттаратӑп; хӑй патне каяс пулсан, парне, пешкеш илсе каятӑп. Вӗсем офицерсем выртакан палатӑна кӗчӗҫ. Юлашки йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ темелле ӗнтӗ. «Эсӗ, жид, кӑна мана калатӑн-и?» Чи малтанах туратсем хушшипе известьпе сӑрланӑ лапчӑк броневик, клоун евӗрлӗскер, курӑнчӗ. Тивӗҫлӗ килӗшӳлӗхе Ассири хуҫипе те сыхласа хӑварма пултарӗ Соломон, ҫав вӑхӑтрах тата, Тир Хирамӗпе ӗмӗрлӗх туслӑхшӑн, ун патшалӑхне ҫаратса тӑлпӑстарасран та хӑтарӗ, — ҫак патшалӑх вара ансӑр урамсенчи йӑвӑ ҫуртсен путвалӗсенче пытарнӑ хӑйӗн шутласа кӑларма ҫук нумай пуянлӑхӗпе тухӑҫ пуҫлӑхӗсен ҫӑткӑн куҫӗсене тахҫантанпах кӗҫӗттерсе, илӗртсе тӑрать ӗнтӗ. Анчах, мӗнех кӑтартма пултарать вӑл? Хисеплӗ старикпе куҫа-куҫӑн тӗл пулсан, Тимур тӳрех ҫӗрелле сикрӗ. — Кала… — хушнӑ Астис. — Ах, турӑ, халь мӗн пулать-ха ӗнтӗ? Вӑл тинкеререх пӑхма пуҫларӗ. Пӗлетӗп-ха эпӗ: кун пирки манӑн ӑна тӳрех каламалла, унсӑрӑн эпӗ ӑна тус та мар! Ку айкашӑва халех пӑрахтӑр вӑл, кайран каю шӑтать. Тархасшӑн, пӗр виҫ сӑмахпа та пулин ҫырса яр… Ку ҫырӑва Юренева Ольга ҫырнӑ, ӑна кунта нумайӑшӗ пӗлеҫҫӗ. Эпӗ ирӗксӗрех вӗсене итлеме тытӑнтӑм. Хӗрӗсен пурин те пичӗсем пӗрешкел, амӑшӗнни пекех илемсӗр; ҫавӑнпа пӗрин ҫине те пӑхас килмест. Яшкана ҫӑвар тулли ҫисе Синопа ачасемпе выляни ҫинчен каласа панӑ: — Эпир паян чупрӑмӑр, мана никам та хуса ҫитеймерӗ. Эпӗ тӗлӗкри пекех хамӑр килтен ҫула тухнӑранпа мӗн курнисене, паруслӑ кимӗпе пынине, Исландие, Фридриксон господина, Снеффельса тепӗр хут куртӑм! Мӗншӗн ун лаши пӗр вырӑнта тӑрасшӑн мар-ха, мӗншӗн хартлатса, хыттӑн кӗҫенет? — Чӑнах та, халиччен те пӗлейместӗп-ха эпӗ, ӑҫта пурӑнатӑн эсӗ? Кабинӑна инструктор пуҫӗ кӗчӗ: — Эсӗ, тусӑм, ӑнсӑртран ӳсӗр мар-и? Йынӑшса шӑнкӑртатать шыв. Каҫ пулчӗ. 1943 ҫулта, ҫуллахи пӗр шӑрӑх кун, Хӗрлӗ Ҫарӑн наступлени туса пыракан дивизийӗсен обозӗсем такӑрлатнӑ ҫул тӑрӑх, тӗрлӗрен ҫумкурӑкӗсемпе хупланнӑ уй урлӑ тӳрӗрен тӳрӗ, шӑтӑк-путӑксем ҫинче сиккелесе, шултӑркаса кайнӑ кузовӗпе хӑлтӑртатса, фронт еннелле кивӗ грузовик ыткӑнса пынӑ. — Кусем — тӳррипе каласан — ахаль сочиненисем, ун пеккисене пурте ҫыраҫҫӗ, анчах та вӑл хӑш-пӗри енче пупсене хирӗҫ тӑрать, теҫҫӗ — ҫавсене вуласа курасчӗ! — Эккей, ачам вара эс мӗнле ӑнланмастӑн-ха? Генкок Сломана хӑлхинчен шӑппӑн каларӗ: — Вӑл ним чӗнмесӗр ирттерсе ярать пулсан, ӑна кунтан ӗнселесе кӑларса ярас пулать. Шӑпах ҫав вӑхӑтра ун килӗ тӗлӗпе Силанти ятлӑ старик иртсе пынӑ. Тинӗс ӑна чӗрӗ япала пекех тыткӑна илнӗ, унпа шӑпана та яланлӑхах ҫыхӑнтарма май пулнӑн туйӑннӑ. — Нумаях кирлӗ-и вара? Алексей унта пурӑнать, ӑна юриех хулари йӗкӗтсемпе хӗрсенчен аякка ӑсатнӑ, питӗ йывӑр унпа пурӑнма, — ытла та хастар, ытла та вӗри ҫын вӑл. — Каллех тӗрӗс мар тӗллетӗн. Эпӗ хама хам тӗнчери ҫынсенчен пуринчен те лайӑхрах та пултаруллӑрах тесе шутланӑ пулсан, телейлӗ пулнӑ пулӑттӑм; хама пурте юратнӑ пулсан, эпӗ хамра иксӗлми юрату хӑватне тупнӑ пулӑттӑм. Чи лайӑх чӗресем, тӳрӗ ӑс ҫыннисем пыраҫҫӗ, пур йышши усала хирӗҫ тӑраҫҫӗ, суяна ҫирӗп урисемпе таптаҫҫӗ. Ҫук, вӑл юнашарпа пӗрех пынӑ. — Ыттисем тухса тарнӑ, анчах эсӗ тараймастӑн. Темиҫе минут чӗнмесӗр иртрӗ. Вӑл мӗнле ҫын иккенне пӗрре пӑхса пӗлме пулатчӗ. Ҫав ҫӗклеме ывӑтса яратӑп ӗнтӗ эпӗ! — Ҫутӑ ҫине пӑхас килет. Унӑн пӳ-сийе кунсерен сарӑла пуҫларӗ. Манӑн та шӑтса тухӗҫ-ха, факт! Вӑл ӑна юсаса ҫӗнетнӗ, анчах ҫав хушӑра унӑн пуҫарӑвне пичет, общественность, парти малалла тӑснӑ, эсӗ юратнӑ пек каласан, пӗтӗмлетнӗ… Халь йӑлтах пӗлетӗп ӗнтӗ: кашни михӗрех икшер ҫын ларнӑ унӑн. Таптанӑ курӑк ҫинче эсир йӗрсем курмастӑр-им? Лантенак пуҫне ҫӗклерӗ те чарӑнса тӑчӗ. — Эсир айӑпланаканпа харкашса илни ҫинчен кунта тӑракансем пурте пӗлеҫҫӗ пек туйӑнать, ҫав харкашу вӑл эсир каласа парассине нимле те пырса тивмест. Ҫамрӑк мар ӗнтӗ эсир, кӑшт ӑс-тӑнлӑрах пулмалла. — Ҫитет! — тенӗ Павел. Эх, мӗн чухлӗ телейсӗр халӑх тӗнчере! Пӗр иккӗленӳ те пулма пултараймасть, ССР Союзӗ пек нумай нациллӗ патшалӑха ҫавӑн пек органсӑр тытса пыма май пулман пулӗччӗ. Ҫавӑн пек орган вӑл — иккӗмӗш палата, ССР Союзӗн Национальноҫсен Совечӗ пулса тӑрать. Европӑпа Америкӑри патшалӑхсен парламент историйӗ ҫине переҫҫӗ, ку ҫӗршывсенче икӗ палатӑллӑ система минус кӑна пачӗ, иккӗмӗш палата яланах реакци центрӗ тата малалла каяссине хирӗҫле тормоз пулса каять, тесе переҫҫӗ. — Тархасшӑн, ҫуртасене сӳнтерме хушнӑ, — терӗ вӗсен юлашки калаҫӑвне итленӗ ыйхӑллӑ лакей. «Мӗншӗн-ха ҫак господинсем яланах пӗр япала ҫинчен калаҫаҫҫӗ» тесе шухӑшларӗ хӑй. — Кам лартать вӗсене, явӑлсене? — Мана вӗсем тӑватӑ ураллӑ пек туйӑнчӗҫ, — терӗ Уэлдон миссис. Анчах ку шухӑша эпӗ ҫурри таран та шутласа ҫитереймерӗм, король укҫа хутаҫне пырса та тӑрӑнчӗ; эпӗ кунта иккенни унӑн пуҫне те кӗмест. Хӗвел пайӑркисем вара, тин ҫеҫ рашчана пырса ӳкнӗскерсем, шуралса кайнӑ пит ҫинче выляса тӑнӑ: яш ачан пуҫне кӑштах шурӑ панама хӳтӗлесе тӑнӑран пичӗ тата шуранкарах туйӑннӑ. Хевтесӗр! Ҫав ушкӑнри пиллӗкмӗш планетӑна Веста планета хыҫҫӑн вӑтӑр сакӑр ҫул иртсен кӑна тупнӑ. Анчах куншӑн ытлашши кулянма кирлӗ пулмарӗ, мӗншӗн тесен вӗсем таҫтах кайман-мӗн, ҫак пӳлӗмсенчех пытаннӑ, — каллех тытӑпӑр вӗсене терӗмӗр. — Халь тин пулмарӗ ӗнтӗ вӑл. Мана апла та, капла та ырӑ пулас ҫук, ӳсӗрсе илтӗм те пуҫа мӗн пырса кӗнине суйма тытӑнтӑм. Ҫакӑн ҫинчен мӗнле шутлатӑр эсир, Увар Иванович? Кӑвак лаши ҫывӑхра тӑнӑ, мустангӗ — аяккарахра. Мулкача вӑрман хӗррине пӗр каварлӑн хӳтерсе кӑларнӑ йытӑсем хыҫҫӑн тӗмсем хушшинчен Турка тухсан, мӗн тери намӑсланма тиврӗ мана! — Эсир хими енӗпе ӗҫлетӗр-и? Анчах мӗнрен хӑрамалла-ха манӑн? Хайхисем пурте тула сиксе тухрӗҫ, пӑшалӗсене ярса тытрӗҫ — пуҫланчӗ вара мыскара. Алӑк питӗркӗчӗ шалтартатса илчӗ те, Разметновпа Нагульнов кухньӑна кӗчӗҫ. — Айртон, — терӗ Гленарван, — эсир Бен Джойс шайкинчи каторжниксен аллине пама шутланӑ «Дункан» ҫинче эпир каллех санпа тӗл пултӑмӑр! Васкаса сывпуллашрӗҫ. Павел паровоз пусми айккинчи тимӗр карлӑка ҫавӑрса тытрӗ. Ҫӳле хӑпарса кайрӗ. — Хут татӑкӗ ҫук-и сан? Нимӗҫсем ҫапла шутланӑ: хӑйсен яланхи йӑли тӑрӑх, мӗнпур вӑя пухас та, ирхи ыйхӑпа ҫывӑракан тӑшмана хул айӗнчен ҫӗҫӗпе чиксе пӑрахас, тенӗ. Анчах тӑшманӗ юри ҫывӑрнӑ пек кӑна тунӑ. Пӑшал сасси аслати пек кӗрлесе кайрӗ. Вӑл ҫӳхен кӑна юрпа пасарнӑ, анчах эпӗ шаккаса пӑхма тытӑнсан мана хӗрарӑм пӗвӗ курӑннӑ пек туйӑнчӗ. — Гор хӑрӑлтатать. Паллах ӗнтӗ, тыткӑнрисем тухса тарнине дикарьсем сиснӗ. — Чухӑнсем ҫапла йышӑнчӗҫ, эпӗ сана ӑнлантарса патӑм ӗнтӗ. Ҫакна илтсен, эпӗ хам вырӑнта шанках хытса кайрӑм. Мӗн каламалла ман ӑна? — Хӑш енчеччӗ Роберт: сирӗнтен сылтӑмра-и, е сулахай енче? Эпӗ, апла-тӑк, Марья Васильевна, Татаринов капитанӑн арӑмӗ хӑйӗн ӑна айӑпласси пирки ӗҫ хускатмалла, тесе шутлатӑп. Чӑн-чӑн хуҫи ҫук, темӗнле кригӑна кайнӑ тет-и. Пурте хӑй йӗркипе пулса пырать. Унтан йӑлтах шӑпланчӗ, пӗр сас та кӑлармасть. Ҫак выльӑха манпа юнашарах тӑратрӗ те, хуҫипе тарҫи иккӗшӗ те час-часах «еху» сӑмаха каласа; пире тимлесе пӗр-пӗринпе танлаштарса сӑнарӗҫ. Мӗншӗн тесен, ачана ман пата мӗнле пулсан та хисеплӗ карчӑк пырса пӑрахман, карчӑк ӗҫӗ мар ку, ҫут тӗнчене ача ҫуратма кирек епле хастар карчӑкӑн та пырши ҫӳхе! Анчах ҫыннӑн алли айӗнче, ҫамрӑк курак ҫинче пысӑк револьвер выртатчӗ, унтан инҫетерех мар — картус, унпа юнашар тата кӑшт ҫеҫ пуҫланӑ эрех кӗленчи, унӑн пушӑ тутийӗ симӗс курӑксем ӑшнелле кӗрсе кайнӑччӗ. Пӳрнисем шӑнса кӳтнӗ. Эпир унпа пи-итӗ те туслӑ вӗт, вӑл ҫӗрле англицки чӗлхине вӗренет, эпӗ унпа пӗрле ларатӑп. — Артур, манӑн чунӑм, — пуҫларӗ вӑл майпен, — манӑн санпа калаҫмалли пур. Пурнӑҫ хыттӑн пырса тивсен те ҫирӗп тӑмашкӑн, ун шучӗпе, ҫамрӑкӑн чунне лӑпланма, ҫирӗпленме памалла. Иван Иванович хапха патне пырса, шашулккисене шалтӑртаттарчӗ, шалтан йытӑсем вӗрни илтӗнчӗ, тӗрлӗ тӗслӗ йытӑсем, паллакан ҫын килнине курсанах хурисене вылятса, каялла чупрӗҫ. Улӑх енче лӑпкӑ та кунӗ пулнӑ. — Пулса иртет таҫта, ҫӳлте, — терӗ ыйткалакан, унтан ҫапла хушса хучӗ: — Унтан та ҫӳлерех вырӑнта пулса иртекен япаласем пур: хӗвел тухать, уйӑх тулать е катӑлать… Йытӑ вырӑнтан та хускалмарӗ. Турӑ ҫӑлса хӑвартӑрах та, енчен ман пирки халӑха пӑлхатать тесе элеклесе парсан, мӑнастире те терт кӑтартӗҫ!.. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшланипе унӑн ӑшчйккине питӗ тутлӑ хурлӑх тулса ларнӑ, Том вара ҫав шухӑша пур майлӑ та ҫавӑрса силлекелеме тапратнӑ, вӑл йӑлт саланса пӗтсе нимӗн юлмичченех ҫавӑркаласа хӑтланнӑ. Сӑртсем ҫинчен анса ҫитсессӗнех пирӗн валли бакеансем пулаҫҫӗ, вӗсем пире, пампассем урлӑ тесен, таҫта илсе ҫитерӗҫ, унтах тата вырӑнти условисене хӑнӑхса ҫитнӗ Аргентинӑн маттур лашисене те тупӑпӑр. Эсӗ хатӗр-и?» — терӗ вӑл. Тул ҫутӑласси те инҫех мар пек туйӑнса кайнӑ тапхӑрта вӑл сехет вуннӑ ҫапнине илтрӗ. Закройщик арӑмӗ мана вӑл тӗлӗшрен пулӑшма пултараймастчӗ. Андрий чунӗпе пӑртак лӑпланчӗ те вӑл хӑйӗн ҫав тери илемлӗ пӳрнисемпе ҫӑкӑр хуҫса илсе ҫинине пӑхма тытӑнчӗ; сасартӑк вӑл паҫӑр выҫӑпа аптранӑ ҫын мӗнле асапланнине, пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫине хыҫҫӑн куҫ умӗнчех вилсе выртнине аса илчӗ. — Анчах хӑвӑр шухӑшӑрсене каласа парӑр, эпӗ йӑлтах каҫарма пултаратӑп… Ан кӗпӗрленӗр… Кашни кӗҫнерникун эпӗ Чехтарева статски советница патӗнче хӑнара пулатӑп; Вӗсене тытрӗҫ те ҫав тери хӑрушшӑн хӗнерӗҫ. Акӑ Иркутск тӗлӗнче, Ҫӗпӗрте вӑтӑр ултӑ фут ансан температура кашнинчех пӗр градус хӑпарать, — ҫак уйрӑмлӑх, паллах, тӗрлӗ чулсен хӑйсен витӗр ӑшша мӗнле хӑвӑрт яма пултарассинчен килет. Хӑйпе пӗрле пыракан хӗре мӗн кӑмӑла килнине вӑл пурне те тума хатӗр пулнӑ. Эпӗ те хушса хурам: эсир, ҫӗр ҫӑтманскерсем, хӑвӑр мӗн пӑхса тӑтӑр? сирӗн хӗҫсем пулман-им? Нумайрах та нумайрах ҫынсем хӗҫпӑшал тыта пуҫларӗҫ, кашни ҫапӑҫу ҫӗнӗрен ҫӗнӗ кӗрешекен ҫынсене ҫуратса пычӗ. «Ҫук, — тетӗп ӑна, — пульӑна эпӗ сана кӑтартма пултараймастӑп, вӑл пӗтӗмпех юнланса пӗтнӗ, ӑна курсан, каллех тӑнна ан ҫухат тата эсӗ. Елена шухӑш-кӑмӑлне Инсаров парӑнтарнине Берсенев ӑнланать вара, Шубин каланӑ пек, хӑйӗн тусӗ япӑха тухманнишӗн савӑнать. Хӗрача сӗтел патнелле пырса, пӑшӑрханса, анчах хуллен каласа пама тытӑнчӗ: — Становойӗ епле хӗнерӗ! Ялти пӗр пӗчӗк ҫуртра ҫӗнӗ чун ҫуралса ӳсме тытӑннӑ тапхӑрта Макҫӑм пиччен кӗске кастарнӑ ҫӳҫӗнче кӗмӗл пек шурӑ пӗрчӗсем палӑра пуҫланӑ ӗнтӗ. Вӑл час-часах сӗмсӗррӗн ыйткалатчӗ: — Максимов, французла чӗркуҫҫи мӗнле? Лавсем ҫинче мӗн кирли пурте пулать. — Мӗн тӑвас тетӗн-ха, Константин Наркизыч! — терӗ ӑна хирӗҫ Куприян. Ӑна пуринчен ытла пӗрмаях нимӗҫле калаҫни иментерчӗ. Халӑх ӑс-хакӑлне хускатакансен пархатарлӑ йышӗ ик хӗвелпе — Паиссий манахран пуҫласа Левский тияккӑна ҫити ҫуталса тӑрать, ҫемҫетсе ҫӗнетнӗ хире акса тухрӗҫ ӗнтӗ, ҫав ӑс-хакӑла пӗри Афон сӑртӗнчен, тепри хӑйӗн вилӗм таканӗнчен пиллесе тӑчӗ. Глёклинг. — Сирӗнпе пӗрле тата кам та пулин пулнӑ-и? Петӗрӗн ҫеҫ шикленесси асра та пулман; вӑл ҫав таврашри вырӑна, ҫула пит лайӑх пӗлнӗ, тата сӑвӑри «ҫавра ҫил пек пӑтратать» тенӗ сӑмахсем унӑн чун-хавалне ҫӗклентернӗ, мӗншӗн тесен ҫав сӑмахсем халь килхушшинче мӗн пулнине пит лайӑх пӗлтернӗ. Анчах арӑмӗ, хӑйне йӗппе чикнӗ пек шартах сиксе илсе, кӑшкӑрнӑ пекех хыттӑн:— Ой, ан та кала, каймастӑп! Кӗпер вӗҫне тухрӗ, халӗ аялалла анмалла. Комиссар каҫса кайсах вӗсем иккӗшӗ те пӗлекен ял ячӗсене асӑнчӗ, нимӗҫсене хӑш тӗлте тата мӗнле хӗнени ҫинчен каласа пачӗ. — Эпӗ хам килтӗм. Мӗншӗн тесен, — Ромашова сасартӑк Назанский сӑмахӗсем аса килчӗҫ, — мӗншӗн тесен юратма суйласа илнисем ҫех пултараҫҫӗ, чи-чи ҫепӗҫ те чи тарӑн чунлисем! Эпӗ ӑна ахальтен, хӑнӑхнипе кӑна илетӗп. — Хӗрарӑм ҫинчен ҫав. Чарӑна пӗлмен ҫил-тӑман ӑна хулари пушаннӑ урамсемпе иртме пулӑшрӗ, хирте ҫил-тӑман тата ытларах варкӑшать. Мартини ӑна нимӗн те каламарӗ, анчах ҫав хыпар ӑна калама ҫук хурлантарнине Джемма лайӑх сисрӗ. Эпӗ — кунпа килӗшместӗп, хула валли — пичетленӗ листоксем авантарах пулмалла, кусене ӑҫта та пулин ӑсатас пулать. Пӗр ҫирӗм утӑмсене майлӑ, аялтан тата, ҫӳллӗш те аршӑнран ытла мар. Ним йӗркесӗр сапаланса ларнӑ икҫӗр-виҫҫӗр пӗчӗкрех кил, тем аслӑш пасар лаптӑкӗ, лаптӑк варринче пӗр ҫирӗме яхӑн начаркка лавкасем. Ӑна ҫӗнӗрен тартма хатӗрленеҫҫӗ, эпӗ ҫавна пит лайӑх пӗлетӗп, вӑл шӑпах ӗнтӗ кӗҫнерникун пулма пултарать. — Падре, эпӗ сире шаннине пӗлетӗр ӗнтӗ эсир. «Анне! анне!» — тесе пӑшӑлтатни кӑна ӑна кӑштах ҫӑмӑллӑх панӑн туйӑнчӗ. Эпир мӗн тарӑнӑшне анса кайнине те пӗлме ҫӑмӑл: профессор ҫулӑн горизонталлӑ тата вертикаллӑ йӗрӗсен кӗтессисене виҫсе пӑхрӗ, анчах хӑйӗн сӑнавӗсем ҫинчен никама та кӑтартмасӑр хӑй ҫумӗнчех усрарӗ, Каҫхине 9 сехетре вӑл чарӑнма паллӑ туса кӑтартрӗ. — Вӑл тӳррине каларӗ. Тӳпере малтанхи ҫӑлтӑрсем чӗтӗрекен симӗс пӑнчӑсем пула-пула ҫунса ҫуталчӗҫ. Ванюша вунпӗр ҫулхи ача чухнех Оленинсен ҫуртне илнӗ, Оленин та ун чухне ҫав ҫулсенчех пулнӑ. Арина Власьевна, тархасшӑн чарӑн, кӑмӑл ту ӗнтӗ, мӗнле ҫемҫе чунлӑх вӑл? Блокнотран татса илнӗ хут листи ҫине чернил тума юрӑхлӑ кӑранташпа лайӑх палӑрмалла, хӑшпӗр ҫӗрте «ять» саспаллипе ҫапла ҫырнӑ: «Господин подпоручик! Ҫирӗпрех пул, маттур казак! Ҫил-тӑвӑл пуҫланать, сӑрт-ту, тӳремлӗх чӗтренеҫҫӗ-сикеҫҫӗ: Кӑнтӑр океан ҫыранран тухса сарӑлать. Тӳперен аҫа-ҫиҫӗм киле-киле ҫапать. — Рыцарь питлӗхӗ ҫинче ылтӑн пиҫиххи пулать пирӗн; аялта, сылтӑм енче, — чалӑш хӗрлӗ хӗреспе йӑлмак, хӗресӗ ҫинче йытӑ выртать — ку ӗнтӗ хӑрушлӑха пӗлтерет; йытӑ ури айӗнче — шӑллӑ сӑнчӑр, ку — чуралӑх; симӗс шеврон, унӑн ҫӳлти вӗҫӗ тӑмхаллӑ, сенкер тӗс ҫинче виҫӗ авӑнчӑк йӗр, питлӗх варринче — герб, ун хӗррисене картласа эрешленӗ; ҫӳлте — хуп-хура таркӑн негр, хулпуҫҫи урлӑ вӑл ҫӑк ҫакнӑ, сулахай енчи хура йӗр ҫинче тӑрать, питлӗхе аялтан икӗ хӗрлӗ юпа тытса тӑраҫҫӗ — кусем эпир иксӗмӗр; девиз «Маggiorе frettа, — minorе аtt». Чӑт. Кашни ӗҫ пиркиех шухӑшласа пӑх, шукӑлленме пӑрах, ку ӗҫпе урӑххисем укҫа пуҫтарччӑр. Сана пуласси — санран тармасть». Тыткӑчинчен тытрӑм та алӑк яриех уҫӑлчӗ. Тир ӑшши сая ан кайтӑр тесе, пур ҫӗрте те — мӑя та урасене те ӑшӑ пултӑр тесе, тӑлӑпне лайӑххӑн хуплаштарса лартнӑ та ҫывӑрас тесе куҫӗсене хупнӑ. Кала, сволочь! Ун ҫинченех вӑл: «Мӗн пуласси пулӗ тенӗ эпир, мӗн пуласси пултӑр тесех тухса кайрӑмӑр эпир, анчах вӑл пире ҫакӑн пек хур кӑтартасса шанманччӗ», тесе ҫырнӑ капитан. Санин унта пӗрер стакан лимонад ӗҫес тесе кӗчӗ, анчах пӗрремӗш пӳлӗмре пӗр чун та пулмарӗ, — кунта, лавккаҫӑ тӑракан вырӑн хыҫӗнчи сӑрланӑ шкаф ҫӳлӗкӗсем ҫинче, аптекӑна аса илтерсе, ылтӑн хутлӑ темиҫе бутылка тата сухарисем, шоколадсем, леденецсем хунӑ кӗленче банкӑсем лараҫҫӗ; сӑрӑ кушак анчах чӳрече патӗнчи ҫӳллӗ, ҫыхса тунӑ тенкел ҫинче малти урисене вылятса, куҫне хӗссе мӑрлатать тата йывӑҫран касса тунӑ, йӑвантарса янӑ карҫинккапа юнашар пысӑк тӗркем хӗрлӗ ҫӑм каҫхи хӗвелӗн чалӑш кӗрекен пайӑркисемпе йӑм хӗрлӗ курӑнса выртать. — Джим, Джим! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Анчах мӗнле пулӑшма пултартӑр-ха ҫак ӑҫтиҫук япала, никам та унта анса вӗсене кирлӗ пек йӗркелесе хума хӑюлӑх ҫитереймест пулсан! — Пӗлме малалла ман пӗччен кайса килмелле пуль тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Гаррис. Йывӑҫсем ҫинче креоль гамакӗ пек, анубиссен йӑвисем вылянса лараҫҫӗ; шурлӑх хӗррисенче питӗ чаплӑ фламингӑсен кӗтӗвӗ пӗр ӗрете тӑрса утса ҫӳрет. Турӑ ҫинчен калаҫрӑр-и-ха? Пӗтӗм шкула тулнӑ наркӑмӑш пек шӑршлӑ та пӑчӑ сывлӑшра ларнӑ хыҫҫӑн урамри сывлӑш ӑна сиввӗн, уҫҫӑн туйӑнчӗ, ӳсӗрӗлтернӗ пек пулчӗ. Чирлӗ выртмарӑр пулӗ те? Вӑл ҫырӑва тӗрлӗ йӑласене чысласа уҫрӗҫ, ҫырура мӗн ҫырнине императора куҫарса пачӗҫ. Анна Михайловна сассинче, хӑй хирӗҫ каласан, куҫҫуль палӑрчӗ. Тахҫантанпах. Эсӗ кала вӗсене, ҫав тӗне кӗнӗ тӗлӗнтермӗшсене: Христос пӗлӗтрен манни кӗрпине выҫлӑх ҫулхине авалхи ҫынсене ҫеҫ тӑкса панӑ, ӑна та ӗмӗрте пӗрре ҫеҫ, казаксемшӗн вара вӑл хӗллене утӑ хатӗрлесе хурас ҫук, ун ҫине ан та шанччӑр! — Ну, мӗн? — Килессе вӑл килнӗ пуль-ха, эсӗ ӑна ҫул ҫинче асӑрхайман ӗнтӗ. Ман патра вӑл питех ташлаймӗ, хӑйӗн тӗрлӗ фокусӗсене пӑрахӗ! Унта вӑл пӗр бутылка эрех тата тутлӑ япала нумай тупрӗ; кукӑльсем, печени, шаркку. Пӗррехинче ҫулла Оленин сунара каймарӗ, килтех ларчӗ. Пӗр кӗтмен ҫӗртенех ун патне Мускаври пӗлӗшӗ, пысӑк ҫынсем патӗнче хӑй курса калаҫкаланӑ питӗ ҫамрӑк ҫын, пырса кӗчӗ. Ачасем урӑх калаҫмарӗҫ. Мана питрен никам та сурса курман-ха, эпӗ хамӑн пӗтӗм йӗркесене мансах, ҫак ӗҫшӗн ҫынна вӗлерме те пултарнӑ. — Кӑна кӗтменччӗ ӗнтӗ эпӗ санран, — терӗ Грушницкий, ман пата пырса. Ним те тумасан, ҫитменнине тата васкамасан, вӑл калама ҫук пӗҫертсе пӑрахать, унтан вара унӑн ӑс-тӑнӗ ҫухалать, урнӑ йытӑ ҫыртнӑ хыҫҫӑнхи пекех пулать. — Манӑн тусӑм, — терӗ вӑл, — халӗ ӗнтӗ эсир мана шанма пултараймастӑр-и? — Ӑна мӗн пулассине пӗличчен кӗтес пулмасть пирӗн, — терӗ Джемма. — Ҫапла, капитан, — терӗ сквайр, — эсӗ тӗрӗс пулнӑ, эпӗ тӗрӗс мар. Юлашкинчен пурте вырӑнаҫса ҫитрӗҫ. Пирӗн чӗлхесӗрри те кайрӗ пулмалла. Ҫав хӑрушӑ шухӑша таҫта чӗре тӗлне пытарнӑран ҫур ҫул та иртрӗ ӗнтӗ, ӑна пытарнӑччӗ те ун ҫине мӗн килнӗ ҫавна купаласа хунӑччӗ. Хӑйпе пӗрле вӑл перосем, чернил, таса хут, виҫӗ е тӑватӑ кӗнеке илсе кӗчӗ те, паллӑсемпе кӑтартса ӑна мана хӑйсен чӗлхине вӗрентмешкӗн яни ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. — Пӑх-ха, ку мӗнле янратать! — тенӗ унтан, йытӑ ҫине пӑхса. Тӗттӗм-симӗс малахит картлашкасем аннӑ унӑн тӗпнелле. Унӑн ятне эпӗ астӑваймастӑп. Анчах ҫак ӗҫе пӗтӗмпех Турци султанӗ пуҫласа янӑ, цирульнике ҫавӑ сутӑн илнӗ. Султан пӗтӗм тӗнчипе Магомет тӗнне сарасшӑн. Францире нумайӑшӗ Магомет тӗнне йышӑннӑ та теҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ те чӗнмеҫҫӗ; анчах шӑп та шӑпах чӗнмесӗр юнашар ларнинче ҫав ӗнтӗ, пӗр-пӗрне шанса, пӗр-пӗрне ҫывхарасси пуҫланать; вӗсенчен кашниех хӑйӗн кӳрши ҫинчен шухӑшламан та пек, анчах кашниех тусӗ ҫывӑххишӗн вӑрттӑн хӗпӗртеҫҫӗ. Манӑн сочинение Лихо Ромашкӑна панӑ иккен. Кун хыҫҫӑн бассем ҫирӗп сасӑсене сывлӑша ывӑта-ывӑта янӑ: — Кайрӗ, кайрӗ… Ман авӑ кунтанах иртсе кайрӗ, — пурте пӗлеҫҫӗ, — ҫапах та киле юлмарӗ! Кам пуринчен те малта пырать? — Мӗн тума каламалла мар? — тӗлӗнсе карӗ вӑл. Сывӑ юлӑр! — терӗ те вӑл, ҫурӑмӗ хыҫӗнчи кутамккине майлаштарса, ҫулпа утрӗ. Ӗҫӗ темех мар! — Эй, тупнӑ калаҫмалли! Ӑна та юсӑпӑр! Мӗн тума кайрӗ-ха вӑл унта? Ку, чӑнах та, вӑлах, кӑвак куҫлӑ та тӗксӗм питлӗ ачасем пекех. Ара, эпӗ хам та ҫаплах шухӑшланӑччӗ ҫав!» — тесе ҫыпӑҫтарса пырать. Вӗсенчен пӗри Назарка, тепри Лукашка. Манӑн кун пек калама юрамастчӗ пулӗ те, анчах, ман шутпа, вӑл пит тӗрӗс мар туйӑнать. Вӑл Кораблев ҫинчен сӑмах хускатрӗ — пӗлетӗп-и эпӗ, ҫав старик утмӑл ҫиччӗре пулсан та халӑх ополченине ҫыраннӑ иккен, ҫавӑн пирки вара «Вечерняя Москва» хаҫатра та ҫырса кӑларнӑ-мӗн. Мускав хӗрарӑмӗсем алтнӑ ӗнтӗ ҫакна, пӗтӗмпех вӗсем алтнӑ, тӑванӑм, — терӗ Юргин, темшӗн-ҫке сивӗреххӗн пӑхса. Шывӗ ун куҫӗ умӗнче йӑлкӑшса выртнӑ. Пиртен хӑшӗ пысӑкрах хака тӑрать? Хам мӗн курнӑ хыҫҫӑн кунта мана хурлӑхлӑн туйӑнать, хама-хам эпӗ ҫатма ҫине хунӑ кӑртӑш пулӑ пек туйӑнатӑн. Грант капитанӑн ачисем, карлӑк ҫине чавсаланнӑ та, тинӗс ҫинчи ҫутӑсене тата «Дункан» хыҫӗнчен юлакан шыв ярӑмӗсем ҫине пӑхаҫҫӗ. Вӑл каллех кӑчӑк туртрӗ. Пурте тарса пӗтрӗҫ. Выртнӑ чух лампӑна сӳнтерӗр. Кунта хамӑр тухнӑ ҫуртран инҫех те мар чылаях пысӑк сарай ларать. Марья Кириловна ашшӗн кӳрентермеллерех каланӑ сӑмахӗсене ҫемҫетерех куҫарса пачӗ. Кирила Петрович вара хӑйӗн французне флигеле, ӑна валли хатӗрлесе хунӑ пӳлӗме, кайма хушрӗ. Ҫавӑнпа та сирӗн хушӑрта нимӗнле харкашу та пулмалла мар. Халӗ эсир пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнаймасан, ӳссе ҫитсен те эсир килӗштерсе пурӑнаймастӑр. Эпӗ ӗнӗрлесе ятӑм. Майор ӑна лӑплантарасшӑн калаҫать, халӗ пирӗн хамӑра телейлӗ тесе шутламалла, тет, мӗншӗн тесен натуралистсем пӗлекен ултҫӗр, ҫичҫӗр пин тӗслӗ шӑна-пӑвансенчен пирӗн ҫине пӗр тӗслиех килсе ҫакланнӑ, тет. Анчах Яков Лукич хӑйсем ӑҫта тата мӗн ӗҫпе кайни ҫинчен ӑна та каламарӗ. Ан ҫиллен, Макс, чӑнах та, ман шутпа тӗрӗсех пек туйӑнать… Мана ӗмӗрлӗхех вӗлерчӗҫ. Барский ахӑлтатса кӑшкӑрать: — Ҫавӑн пек ҫын вӑл — мӗн тӑвас! Такамӑн уҫӑ сасси:— Чан ҫап! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ун пирки сире ман ҫинчен мӗнех каласа пачӗҫ вара, — паллӑ ӗнтӗ, кашниншӗн хӑйӗн кепи хӑйӗн ӳтне ҫывӑхрах». «Ку вӑл Джон Сильвер. — Санпа венчете кӗресси, Джемма, сан упӑшку пуласси — ҫак ырлӑхран лайӑхраххи мӗн пултӑр! Мана тем тесен те усал хура ҫӗлен сӑхрӗ, хӑях хушшипе епле чашлатса иртрӗ вӑл! — Ҫав вӑрттӑн ӗҫе эпӗ ҫеҫ пӗлесшӗн мар иккен. — Тархасшӑн ара, иккӗн ҫиме хаваслӑрах. Унта эрех пур. Ҫав чаплӑ иккуна Иваницӑн мӑн аслашшӗ Арсений хаджи пуп ӳкернӗ пулать имӗш, ӳкерессе те ал пӳрнипе мар иккен, ура пӳрнисемпе ӳкернӗ тесе мухтанса калать Иваница карчӑк. Вӑл суйса калать теме никам та асне илмен курнать ҫав — ун сӑмахӗсем чӑнах пуль тесе те шухӑшламалла. Халь ҫакна ҫеҫ пӗлетпӗр: нимӗҫсем Мускав патнех ҫитнӗ. Темиҫе хутчен ҫапла пулса иртрӗ. Нимӗҫ савӑклӑ сӑн-сӑпатпа тупӑкҫӑ патне утса пынӑ та, хӑйӗн пӗлмен чӗлхипе, эпӗр халиччен те кулмасӑр итлеме пултарайман чӗлхепе, вырӑсла ҫапла каланӑ: — Кӳршӗ, каҫарӑр, эпӗ сире чӑрмантарнӑшӑн каҫарӑр… Ҫак ҫапӑҫура вӑл уйрӑмах хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ҫапла ҫапӑҫса тӑшманран ҫӑмӑллӑн пӑрӑнма пултарнӑ. Ҫак хӑрушӑ океан ҫыранӗнчен ҫӗршер миля аякри вырӑна Гаррис хуйхӑпа, ывӑннипе халтан кайнӑ хӗрарӑма, вилес патне ҫитнӗ ачана, чура сутуҫисен тупӑшӗ пулса тӑмалли пилӗк негра — Дик Сэндпа ун юлташӗсене улталаса ертсе кӗчӗ. Ҫапла, ку Кӑнтӑр Америкӑри Анд тӑвӗсемпе океан ҫыранӗ хушшинче вырнаҫнӑ тарават ҫӗршыв мар, унта вырӑнти халӑх та, тискер кайӑксем те, ҫутҫанталӑк та ҫулҫӳревҫӗсене нимпе те хӑратман пулӗччӗҫ, унта пур ҫӗрте те ҫын пурӑнать, кашни ҫулҫӳревҫӗ миссионерсем ӑшӑ кӑмӑлпа йышӑнаҫҫӗ. Интересно, ун хыҫҫӑн йӗр юлнӑ-ши? Ну, ҫӗнтертӗмӗр, малалла мӗн тумалла-ха? Ҫулҫӳревҫӗ ҫумӗнчи укҫа-тенкӗ путсӗр португал ҫӑткӑнлӑхне хускатнӑ, вӑл ӑна ярса илме шутланӑ. Киленсе райра ларать. Унӑн пуҫне пӗр шухӑш ыраттарать: тен Мюльредине сутӑнчӑксен пульли вӗлернӗ пулӗ, вӑл аманнӑ та пулӑшу парассине кӗтет пулӗ; вӑл ҫынсемшӗн хӑйӗн пурӑнӑҫне хӗрхенмесӗр кайрӗ, тен халӗ ҫав ҫынсенех пулӑшма чӗнсе пурӑнӑҫне пӗтерет пулӗ? Муани-Лунгӑна йӑтса килнӗ кивӗ паланкин — тӑрӑллӑ наҫилкка — пасар варринче чарӑнчӗ, вара патша вуншар пулӑшма хатӗр алӑ тытнипе ҫӗре анчӗ. Унтан вӑл нимӗҫле тап-таса калаҫса, ун пулас тӑванӗшӗн, ун пулас арӑмӗн шӑллӗшӗн хаклӑ ӗҫ тунӑ ют ҫӗршыв господинӗпе паллашса, ӑна хӑй пысӑка хурса хисеплени ҫинчен пӗлтерчӗ; ҫакӑн чухне вӑл шлепке тытса тӑракан аллипе Эмиль еннелле кӑтартса илчӗ, Эмиле намӑс пек туйӑнчӗ пулас, вӑл чӳрече еннелле ҫаврӑнчӗ те пӳрнине ҫӑварне хыпрӗ. Юрамасть: хуралҫӑсем тытма пултараҫҫӗ. Старик пуҫне тая-тая, тата темскер мӑкӑртатса тухса кайрӗ. Синопӑпа амӑшӗ иртсе каймалли хушӑк аяккинчех пулнӑ. Ытти чух нимӗн те тумасть: е сунара ҫӳрет, е… ш-ш… Илтетӗн-и? Мӗн шавлать унта? Вӗсем, уншӑн пулсан, аллӑ фунт усӑ паракан ытлашши тиев кӑна, тата, сӑмах та ҫук, трюмра выртакан икҫӗр аллӑ тонна тиртен нумай йӳнӗрех тӑраканскерсем кӑна. «Эхер те вӑл паян килмесен, мӗн пулӗ вара? — шухӑшлать Судамифь. Часах шултра выльӑхсем те хумсем пыра-пыра ҫапнине тӳсеймерӗҫ, каялла чакма, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна чупкалама тытӑнчӗҫ. Юхӑм вӑйлӑланнӑҫемӗн вӑйлӑланса пычӗ. Мӗн тери шел, мӗн тери шел! Пирӗн ҫарсен вара йӑлтах урӑхлаччӗ — фронт линийӗ уҫҫӑнрах та уҫҫӑнрах палӑрса пыратчӗ. Унта хамӑрӑн пехота французсем ҫине персе тӑчӗ. Ҫавӑн пек ҫынтан кулма тӑрӑшни пачах усӑсӑр, тенӗ Мартини. Лейтенант ку ҫырусене кунӗпех аллинче ҫавӑркаларӗ, адресӗсене вуларӗ, почеркӗсене пӑхрӗ. Ун патне кайса килмелле. Ҫапах мана акӑ мӗн йӑпатать: пуҫӑма пырса кӗрекен кашни шухӑша халь ман правилӑсемпе тивӗҫӗмсен мӗнле те пулин ушкӑнне: е ҫывӑх ҫынсем, е хам, е турӑ тӗлӗшпе епле пулмалли пӗр-пӗр правило ҫумне хушса хума пулать. Ҫӑлтӑрсен сӑнарлавӗсем сарӑлаҫҫӗ, — шыв ҫийӗн ҫӳхе-ҫӳхе тӗтре йӑсӑрланать. — Ҫапла, пӗлетӗп: манӑн упӑшка. Ку ӗҫре пурте пирӗн майлӑ пулмалла! Эсӗ хӑш класран? Ун чухне хам мӗнле пулнине аса илтӗм; аса илтӗм ҫеҫ мар, манӑн каллех ҫавӑн чухнехи пек ҫӗмӗрес, ватас килчӗ. — Малтан итлӗр, унтан сӳтсе явӑр, — терӗ Паганель. Ҫапла вӑт, ан ухмахлан! — шухӑшсен хӑвӑрт ҫаврӑнакан ҫӑмхинчен кӗске шухӑш татӑкӗсем тата-тата илчӗ вӑл, ҫав вӑхӑтрах хӑйне хӑй кирлӗ пек тыткалайманнине, ытлашши тӑварласа тӑкнине, хӑйӗн кӳренӗвне ытла та пысӑклатса янине тӗтреллӗн ӑнланса пычӗ. — Акӑ сире ыран валли диспозици: эсир ертӳлӗх пирӗн енче иккенне пӗтӗм Марса пӗлтеретӗр. Сасартӑк акӑ алӑк уҫӑлса кайӗ те, ашшӗ юлашки кун Энск вокзалӗнче мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пек шак-хытӑ шурӑ ҫухаллӑ китель тӑхӑннӑскер (ун пеккине халӗ тӑхӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ), пысӑк алӑллӑскер, хаваслӑскер, кӗрсе тӑрӗ! — Сӗтел ҫинче выртаканни вӑл атте патне ямалли ҫыру, ан тив эс ана, вырттӑрах, — хушса хучӗ вӑл, кӑшт хӗрелсе. Ҫӗр айӗнче кӗрлесе тӑни, ишӗлекен чуллӑ ҫӗрсем тискеррӗн кӗмсӗртетни гранитла ҫӗрсемпе базальтсен масси пӗр-пӗрин ҫине ӳксе кӑларнӑ сасӑ ниҫтан та пӗр-пӗрне сӑмах хушма памаҫҫӗ. Эрехҫӗ Алвиш аллине пӑтӗм вӑйран шаплаттарчӗ. Анчах лару пулман, ахӑр, мӗншӗн тесен вӑл килне таврӑнчӗ. Анчах чухӑнланнӑ ҫын, тен, телейсӗр пулӗ. Хули пӑтравлӑскер, тӳрех калас пулать. Урамри чӑпарлӑх, шӑв-шав, ылтӑн кимӗсен капӑрлӑхӗ тата ҫак кимӗсене аялтан тӗмсӗлсе сӑнакансен ӑмсанӑвӗ. Юнашар пӳлӗм алӑкӗ кӑшт уҫӑлчӗ те, алӑк хушӑкӗнче Зинаида пичӗ курӑнчӗ: вӑл шурса кайнӑ, ҫӳҫне тирпейсӗррӗн каялла туранӑ; хӗр ман ҫине пысӑк сивӗ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те алӑка хуллен хупрӗ. Сентябрӗн 3-мӗшӗнче Паганель ҫыран ҫине тухма хатӗрленме тытӑнчӗ. Эпӗ тата ҫакна хушса калам: Амстердам утравӗсем те, Тристан д'Акунья евӗрлех, тюленсемпе тата робинзонсемпе пуян. Панталеонӑн хӑйне майлӑ кӗлетки те илӗртрӗ ӑна. Манӑн пӑшал сассисенчен канмалла. — Эпӗ сире, монсеньор, хам мӗн туни ҫинчен каласа параймарӑм-ха, — терӗ Гальмало. Анчах хуласем ҫыран хӗрринче час-часах курӑннӑ, вӗсем Фома хӑй пурӑнакан хула евӗрлех пулнӑ. — Мӗн вара, господасем, — тет малалла Зеб, — хам мӗн илтме, пуринчен ытла мӗн курма тӳр килнӗ хыҫҫӑн эпӗ вара ӑнланса илтӗм: ҫамрӑк Генри пӗтнӗ, терӗм. Хӑрах куҫлӑ старик самантрах тухса кайрӗ те, пӗр бутылка шыв тата икӗ стакан илсе кӗчӗ. Чи юлашки вӑхӑтченех пуриншӗн те хӗр пек туйӑнатчӗ вӑл. Санран путсӗртерех сутӑнчӑк тӗнчипе те ҫук, йытӑ! Хӑй вӑл йӑрӑм-йӑрӑмлӑ ҫӗнӗ кӗрен кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсем ҫинче кӑшт та тытӑнса тӑма ҫук. Хӑш чухне ҫав шухӑшсем, тата вӗсем майлӑраххисем те, хура пӗлӗт пек капланса илетчӗҫ, пурӑнма пӑчӑ та хӗн пулса каятчӗ, урӑхларах мӗнле пурӑнас-ха, ӑҫта каяс? Эсир вӗт ман пата кӗрсе тух, тесе ҫеҫ ҫырнӑ, вӑл ҫаплах ытла кирлине пӗлмен-ҫке эпӗ. Эпӗ ӑна ыталаса илтӗм. — Сирӗн аҫу Австрали ҫыннисен тыткӑнӗнче пулсан, эпир ӑна тупнӑ ҫӗре вӑл чӗрӗ те сывӑ ҫын пулать! Вӗсене вутӑсем хушшинче палӑрмалла мар туса хунӑ. — Пирӗншӗн нацисем ҫук, йӑхсем ҫук, юлташсем пур та тӑшмансем пур. Епифанов аттепе пӗрле ҫӳренине эпӗ кайран час-час куртӑм. Ҫавӑнпа ку пирвайхи курнӑҫӑва ӑсра уҫӑмлӑн сӑнарлама пултаратӑп. — Суятӑн, — терӗ Артамонов шухӑшламасӑрах, анчах ҫавӑнтах ыйтрӗ: — Хӑҫан? Кӗтсе кӑна тӑрӑр, ҫак молокан хӗрне те вут хыпать-хыпатех. Ме укҫине! — Юрӗ, юрӗ, Павлушка, паянах илӗп, ыран ҫӗлесе парӑп. Американецсем тинӗс леш енне лӑплантаракан телеграммӑсем ярасшӑн. Марья Николаевна пуҫне ҫӗклерӗ. Вӑл тытрӗ те ҫапла каласа хучӗ: «Мӗншӗн интереслӗ мар? — Е-е, Ваҫили Андрейч, ӑҫталла чуптаратӑр? — тенӗ вӑл Миките ҫинелле эрех шӑрши ярса. Питӗ мерекке… хӑйсене чипер тытаҫҫӗ, мурсем… туршӑн та! Ан тавлаш, ӗмӗрех пурӑнать вӑл. Ҫапла ят панӑччӗ вашмӑккӑн тӑсӑлакан тайлӑм тӑрӑх сапаланнӑ, пысӑках мар, пӗр вунпилӗк теҫеттинлӗ ращана, сӑрчӗн тупанӗ хӗррипе унӑн ҫутӑ шывлӑ тӑвӑр ҫырма ҫаврӑнса иртет. Ҫынсем умӗнче тӑрасси ӑна хӑрамалла пек туйӑнса кайрӗ: унӑн урисем кукленсе анма хӑтланчӗҫ, пырӗнче темӗнле пӑвса лартнӑ пек пулчӗ, вӑл пӗр сӑмах та калама пултараймарӗ. Вӑл енчен тинӗс тӑрӑх темле, янӑравсӑр шав юхса килнӗ, вӑл шав, хумсем шӑпӑлтатнипе пӗрле хутшӑнса, лайӑх те вӑйлӑ музыка пулса тӑнӑ… — Куртӑр-и, епле ҫивчӗ хурт-кӑпшанкӑ вӑл? Эпӗ макарон ещӗкӗ ҫине ларатӑп та тӳррипе тӑрӑшса вулатӑп: — «Ҫӑлтӑрсемпе тӗрлесе пӗтернӗ Умбракул вӑл пӗлӗтпе лайӑх хутшӑнса тӑрассине пӗлтерет, вӗсемшӗн ҫав профансемпе ирсӗрле кӑлтӑксенчен хӑтӑлни урлӑ пулса тӑрать»… Смурый пирус чӗртсе ярса, тӗтӗм кӑларса чыхӑнса илет те:— Верблюдсем! — Вӑл малалла кайрӗ-ши? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Халӑх вӑл хӑйӗн мӑнаҫлӑхне совет влаҫӗ пулсан арчаран кӑларчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хӑй ҫине кӑшкӑрнине юратмасть. Тата ҫак сехетсенчех тухтӑр ҫитсе кӗрессе кӗтетӗп… Пӗр шавламасӑр, Лена пӳлӗме кӗчӗ. Сиротенко, залри ҫынсем палланӑ ятсене астуса юлччӑр тесе, кашни ят хыҫҫӑн темиҫе секунда чарӑнса тӑрса, вулама тытӑнчӗ. Жухрай ҫӗр чавакансем ҫине хавасланса, кӑмӑллӑн юратса пӑхса илчӗ. Джим, — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса, — эсӗ юнран хӑрамастӑн-и? Анчах хутаҫра ларакан шуйттан, тимӗрҫӗ чунӗ хам аллах лекет-ха тесе малтанах хӗпӗртенӗскер, чӑтма пултараймарӗ. Ун чӗри хыттӑн тапать; вӑл аяк пӗрчисене перӗнни туйӑнчӗ кӑна мар, илтӗнчӗ те. Хӑвӑртрах тӑрат. Кунта мӗн пуррине пурте пӗрле тунӑ эпир! Николаев анлӑн кулса ячӗ те кӳрентерекен евӗклӗхпе Ромашова хулпуҫҫирен лӑпканҫи турӗ. Темӗн те вуларӑм эпӗ Олеҫҫӑн пысӑк хура куҫӗсенче: тӗлпулу пӑлханӑвне те, вӑрах хушӑ килмесӗр тӑнӑшӑн ӳпкелешнине те, юратӑвӑн вӗри-вӗри хӗлхемӗ пирки каланине те… — Аялта. Ӑшри ҫак ҫӗнӗ пурнӑҫ ӑна хӑйӗн нумай енлӗхӗпе тӗлӗнтерсе пӑрахать. Санин ӑна йӑпатма пуҫларӗ, ачисем ҫинчен аса илтерчӗ, сирӗн ҫамрӑклӑх халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫине куҫрӗ, терӗ; эсир мухтава та тивӗҫлӗ тесе ӗнентересшӗн пулса ӑна тӑрӑхласа илчӗ, анчах фрау Санина, пӗртте шӳт тумасӑрах, «калаҫма чарӑн-ха эсӗ» тесе ыйтрӗ, вара Санин ҫавӑн пек кичемлӗхе, ватӑлса пынине сиссе илнин кичемлӗхне нимӗнпе те йӑпатма, сирсе яма ҫуккине пӗрремӗш хут туйса илчӗ; ҫак кичемлӗх хӑй тӗллӗн иртсе каясса кӗтмелле. Вилнин тӑванӗ, ҫӳлӗ те яштака пӳллӗ, кӗскетсе каснӑ тата хӗрлӗ тӗспе сӑрланӑ сухаллӑскер, хӑйӗн ҫинчи черкескипе папахи ҫӗтӗк-ҫурӑк пулин те, патша пек лӑпкӑ та мӑнаҫлӑ пулнӑ. Ну, Бекки, савӑнӑҫлӑрах пул. Атя-ха тата шыраса пӑхар. Ерошка хӑйӗн шухӑшне уҫҫӑн каласа парас темерӗ пулас. Пӗр вӑхӑтранпа хуҫа лӑпкӑн, шухӑша кайса ҫӳреме пуҫларӗ, пӗрмаях тата темрен шикленнӗ пек каялла ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхатчӗ, шӑнкӑрав янрани хӑрататьчӗ ӑна; хӑшпӗр чух чирлӗ пек пустуй япаласемшӗнех тарӑхса ҫиленсе каятчӗ, пурне те кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахатчӗ те килтен тухса таратчӗ, ытах ытла каҫа юлсан вара киле ӳсӗр тавӑрӑнатчӗ… Ҫакӑнта шӑпах хӑйне систерекен Колчо пулмарӗ-ҫке! Николай Антоныч Наробразран килнӗ мӑнтӑр кӑна хӗр, темшӗн Даша инке пекрехскер, мана халех килетӗп, тесе вӑрӑм тӗксӗм коридора тӑратса хӑварчӗ. Магнита варринчен шӑтарнӑ, ҫав шӑтӑк витӗр алмазран тунӑ питех те ҫирӗп тӗнӗл тухать. Магнит тӗнӗлне ҫав тери пӗлсе вырнаҫтарса лартнӑ, вӑл, кӑшт тӗкнипех, ҫӑмӑллӑн ҫавӑрӑнма пултарать. Пӗр каҫа кӑна… Сирӗн ҫинчен те ҫавнах калама пулать, — эсир ку кӗпене тӑхӑнма манасран хӑрасаттӑм эпӗ. «Мӗнле-ха капла? — вӗҫсе иртрӗ шухӑш Воропаев пуҫӗнче, вӗсем иккӗшӗ вӑрӑм та тӗттӗм коридорпа пынӑ чух. Секретарь куллине пытарчӗ, кӑмӑлне хытарчӗ, вара: — Малалла унта ҫапла каланӑ: раскулачить тӑвассине колхоза кӗрекен чухӑнсемпе вӑтамсен масси туса пырать, тенӗ. — Васкӑр, ачасем. Пӗр аллӑ ҫул каярах электричествӑпа ҫӗре сухаласси ҫинчен, вӑрманта йывӑҫ касса тунката кӑкласси ҫинчен тата выльӑх-чӗрлӗх валли улӑм турассипе ӗнесене сӑвасси ҫинчен кам шутлама пултарнӑ-ха? Шыв парас мар-и сире? — Сирӗн пӳлӗмӗре эпир вараласа пӗтертӗмӗр, — терӗ вӑл. Ҫав хӗрарӑма, Ева текеннине, аяк пӗрчи шӑмминчен тунӑ та, вӑл ӗнтӗ тӗнче пӗтичченех ҫапла юлать те, — пуҫне ҫӗнтерӳллӗн сулласа, ҫирӗппӗн каларӗ старик. — Эпӗ сана юратнине-и? — терӗ Санин. — Халех, сэр! Трессетла та выляса илчӗҫ. Хирӗҫле каланине килӗштермесӗр, Кольхаун ӗнтӗ хӑюллӑн ыйтнӑ:— Мӗншӗн вара, кукка? — тенӗ. Эпир кӗҫех малалла утӑпӑр, мӗнлӗ юханшывпа пӗр йывӑрлӑхсӑр океана ишсе ҫитӗпӗр. Святой Патрик упратӑрах пире, ӑҫта-ха пуҫӗ? Вӗсен тискер сасси ӑҫта пынӑ унтах, хыҫалта та, малта та, пушхир шӑплӑхне хуската-хуската илет. Сывлӑш та темскерле, хӑрушлӑхпа тулнӑнах туйӑнать, ҫын хӑйне хӑй асӑрхарӗ, вӑл хӑй аллисене малалла тӑса-тӑса хӑй куҫне курӑнман хӑрушлӑха ҫилпе вӗлтӗртетсе тӑран палаткӑ стенисене сире-сире янӑнах, сирсе янине асӑрхарӗ. Кам-ши вӑл Тимур? Аллисене кӑкри патне тытса, вӑл пурне те лайӑх никам сисмелле мар тӑватӑп тесе васкавлӑн ӗнентерчӗ, юлашкинчен хаваслӑн каласа хучӗ: — Вӗсем курӗҫ акӑ — Павел ҫук, анчах унӑн алли тӗрмерен те кунта ҫитет, — курӗҫ-ха вӗсем! Вӑл Гленарвана кимме ҫыран тӑрӑхӗпе илсе пыма ҫеҫ каласшӑнччӗ, сасартӑк темӗскере асӑрхарӗ те унӑн кӗсменӗсем аллисенчен тухса ӳкрӗҫ. — Питӗ лайӑх! Тен, вӗсем те ӗнтӗ тухса кайрӗҫ пулӗ, — сасартӑк шухӑшласа илчӗ Андрей. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫул ҫине тухрӑм, завод патӗнчен иртнӗ чух ун ҫинче: «Фелпссен хӑма ҫуракан завочӗ» тесе ҫырнине куртӑм. Ун хапхи патне ҫитме тата икҫӗр-виҫҫӗр утӑм утмалла пулчӗ. Йӗри-тавра пӑхкалатӑп — никам та ҫук. Тӑр-кӑнтӑрла пулин те, пӗр ҫын та курӑнмасть. Ку лайӑх та. Санӑн шӑлну». Вӑл станицӑсенчи пушар вырӑнӗсенче, ҫемьесен ӑнӑҫлӑхӗн ишӗлчӗкӗсем ҫинче, телей шыранинче пулнӑ. Телей тени халӗ ҫӑкӑртан та кирлӗрех япала пулса тӑчӗ. Акӑ ӗнтӗ манран мӗн пулса тӑчӗ Джим. Пурте ҫаксем, ҫамрӑк чухне масар ҫине, орлянка вӑййине выляма ҫӳренӗ пирки пулчӗҫ! Вӗсем ана тимлӗн итлеҫҫӗ, ӑнланнӑ пек пулса, пуҫӗсене пӗшкӗрте-пӗшкӗрте илеҫҫӗ. Эпӗ урамалла тухрӑм. Малтанах-ха эпир унпа тискер кайӑксем ӗрчетекен совхоза кайса килме калаҫса татӑлнӑччӗ. Каллех кӑштӑртатса ҫулҫӑ тӑкӑнма пуҫларӗ. Анчах халь парӑнмалли вӑхӑт мар, терӗ хӑйне Дик. Вӑл кайсан вара Умрихин та хӑйӗн тусне сӗнчӗ: — Атя, Семён, тапранса кайиччен эпир те чӗркер, — терӗ вӑл. Тӗрӗссипе каласан, хушӑран мана еху хӗлӗхӗнчен тунӑ серепепе кролик е мӗнле те пулин вӗҫен кайӑк тытма тӳр килетчӗ. Хӑш чухне эпӗ ҫиме юрӑхлӑ курӑксем тупаттӑм, вӗсене вара е пӗҫерсе, е салат туса хам пӗҫернӗ пашалупа ҫиеттӗм. Часах вӑл сулахай ҫырантан пӗр ҫӗр футра ҫеҫ пулчӗ. Анчах унӑн шухӑшӗсем часах ӑна астаракан пысӑк савӑт ларнӑ кӗтеселле илсе пычӗҫ. Ҫамрӑксем садрах юлнӑ. — Ҫук. Челкаш; ун ҫине тинкерсе пӑхса ларчӗ, темскер аса илчӗ, мӑйӑхне пӗтӗркелесе, пӗрмаях сӳрӗккӗн кулкаларӗ. Вӑл мӗн ҫинчен каланине эпӗ инҫетрен илтнӗ пек чухлакалатӑп пулин те ун сӑмаххисен тӗп шухӑшӗ ман тӑна кӗрсе ҫитеймест, — вӑл мӗскӗнле, кӗлмӗҫле, вӑтанмалла шухӑш. Унӑн тӑрринчен пӗри таврана таҫта инҫете курма май пулнӑ. Вӗсем юлташне кӗтнӗ, ӑна вӗсем паха хыпарсем пӗлтермелле пулнӑ. — Михайлов телейне, Калугин питӗ хаваслӑ, кӑмӑллӑ пулчӗ (унпа халь кӑна генерал самаях шанса калаҫнӑ-мӗн, тата Петербургран килнӗ Гальцин князь ун патне чарӑннӑ-мӗн) — штабс-капитан Михайлова ал тытма именсе тӑмарӗ вӑл, анчах Праскухин, бастионра чух Михайловпа час та часах тӗл пулаканскер, унӑн эрехне те пӗр хут кӑна мар ӗҫсе курнӑскер, преферансла вылянӑшӑн Михайлова 12 тенкӗ ҫурӑ тӳлеме тивӗҫ пулин те, ӑна ал тытма хӑяймарӗ. Унӑн сӑмси ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ. Анчах ҫавӑнтах унӑн сӑнӗ ҫутӑлса кайрӗ те, вӑл вырӑнтан сиксе тӑчӗ. — Лар, тӑванӑм… Паганелӗн сӗнӳне хӳтӗлекенни Джон Мангльс пулчӗ. — «Апла пулсан, эпӗ суятӑп пулать ӗнтӗ!..» Лайӑх пытартӑн-и эсӗ ӑна? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ те сирӗнтен ҫавнах ыйтасшӑнччӗ, ырӑ ҫыннӑмӑр, — тетӗп. Виҫӗ йӗрӗ те пӗрле хутшӑнкаласа пынӑ. — Ҫук, — килӗшмерӗ Остен, — ҫавра ҫулпа кайӑпӑр, каялла таврӑнар мар ӗнтӗ. Апла пулсан Гемфри Дэви теорийӗ, Сакнуссем докуменчӗ, пичче ҫирӗплетсе каланисем — пурте вӗсем сӗрӗм пекех саланса каймалла. Даша инке пире вырнаҫтарса епле ӑшталанни ҫинчен, куклине те хура ҫӑнӑхран та «ют ҫӗршывран килнӗ ҫупа» ҫеҫ пӗҫерме тивнӗшӗн пӑшӑрханни ҫинчен каласа та парас мар пулӗ. Ху ӗҫлеместӗн пулсан, ыттисене ан кансӗрле. Ҫакна каланӑ чух ун куҫӗсем ҫинче куҫҫуль йӑлтӑртатрӗ, пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнчи Володя енне тӑснӑ алли кӑштах чӗтренине эпӗ лайӑхах асӑрхарӑм. Тӑхӑр сехетре каҫпа, куҫран тӗртсе курӑнми пулсан, Гленарван ҫул ҫине тухма сигнал пачӗ. — Мускав ҫинчен. Анчах митингран ҫапах та усӑ пулатех. Кум арӑмӗ аллисене шарт! ҫапса илсе кӑшкӑрса ячӗ, пурте ирӗксӗрех ҫӑварӗсене карса пӑрахрӗҫ. — Иван Иваныч, турӑран хӑрӑр! — сехри хӑпсах тухрӗ кил хуҫин, вӑл аллине ҫупса илчӗ. Артур ун хыҫҫӑн ним чӗнмесӗр утрӗ. Такама хӑвалаҫҫӗ вӗсем, такама йӗрлеҫҫӗ, такама шыраҫҫӗ. Вӑрманта вӗҫӗ-хӗррисӗр шав тӑрать. Незамайковскипе Стебликивски куреньсене пӗтӗмпех пӗтерсе хурассине Тарас аякранах курчӗ, пӗтӗм сасӑпа: «тухӑр часрах лавсем хушшинчен, утланӑр пурте лашасем ҫине!» тесе кӑшкӑрчӗ. — Акӑ шапӑлти, — кулса ячӗ Валя. Эп камне пӗлнӗ-и эсӗ? Ҫуллахи ырӑ сывлӑш, ним сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх, чечексен ырӑ шӑрши, пыл хурчӗсен сӗрлевӗ Полли мӑнаккӑшне пусса ҫитернӗ: вӑл алла ӗҫ тытнипех тӗлӗрсе ыйхӑласа ларать, мӗншен тесен унпа пӗрле юлташ шутӗнче пӗр кушак аҫи анчах, вӑл та пулин унӑн чӗрҫинче тӗлӗрсе выртать. Анчах та тепӗр кунхине ырӑ мар ӗҫсем пуҫланса кайрӗҫ. Ӑнлантӑн-и? Тепӗр кунне вӑл хӑйӗн мӗнпур тусӗсемпе паллаканӗсене тӗлӗнтерчӗ: вӑл вӗсене ют ҫӗршыва тухса каятӑп тесе пӗлтерчӗ. Ялав айӗнче пӗр ҫирӗм ҫынтан ытла мар тӑрса юлчӗ, анчах та вӗсем ҫирӗппӗн тӑчӗҫ; ҫавсемшӗн хӑранипе, ҫав ҫынсене мӗн те пулин калас килнипе амӑшӗ вӗсем патнелле туртӑнчӗ. Вӑхӑт нумай пулчӗ, кайма инҫе сире, — терӗ Юренева. — Ман атте, Кавказра, утмӑл ҫултаччӗ, лаша мӑйне ним мар касса тататчӗ. Пат ҫурмаран! Челкаш пӗр утӑм каялла чакрӗ, хуралҫӑ ҫине куҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те йӑл кулса илчӗ. Унӑн сӑн-пичӗ ача сӑн-пичӗ майлӑ кӳреннӗскерччӗ. Пӗррехинче ҫапла, январьте пулчӗ-ха вӑл, партизансем килсе тухрӗҫ. Кунта, тӗттӗм кӗтесре, вӗсем мӗн тунине турӑ кӑна пӗлет! Старик пӗр вӑхӑт хушши чӗнмесӗр тӑчӗ. Ҫакна пурте туйса тӑраҫҫӗ. — Ха! «Акулина, — тесе ответленӗ Лиза, хӑйӗн пӳрнисене Алексей аллинчен хӑтарма тӑрӑшса, — ярсам, улпут, ман киле таврӑнма та вӑхӑт ҫитет пулӗ ӗнтӗ». Мускав ҫыннисем пурте уйрӑммӑнах пысӑк туйӑмпа Мускав вӑйне тӗреклетсе пыракан ӗҫе пикеннӗ, — Мускавӑн ҫӑлӑнӑҫӗ, унӑн малашнехи пурнӑҫӗ ҫавӑнтан килнине вӗсем пӗлсе тӑнӑ. Мӗнле апла вӑл… ӑҫта? Апла-и е урӑхла, анчах вӑл Томпа ун юлташӗсене, вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем пулин те, иленмен. — Тарма хӑтланнӑ хыҫҫӑн, сирӗн преосвященство. Пӗтӗм хула вут ӑшӗнче. Йӑпӑлкка юшкӑн ӑшӗнче чаваланнӑ май вӑл темле киревсӗр ҫивчӗ япала, — тен чӑнахах та раках пулчӗ-и вӑл, — шыраса тупрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна уринчен такам ярса илчӗ те ҫӳлелле туртса хӑпартрӗ. Ун йышши ҫынсене куркаланӑ эпӗ, чӑнахах калатӑп!» — Тен, генералӑнах-и тен… — терӗ ҫынсем илтмеллех шухӑшланӑ хыҫҫӑн городовой. Эпӗ ун патне пытӑм. Анчах Гаррис, Боливин ҫак пайӗ ҫинчен нумай ҫине япала пӗлтерсе, ҫула май хӑй ку ҫӗршыва чаплӑ пӗлнине кӑтартса, ҫамрӑкӑн иккӗленӗвне сирсе ячӗ. Часах таврана тӗттӗм хупласа илчӗ, ҫӳлӗ тусен тӑррисем кӑна нумайччен ҫуталса выртаҫҫӗ; вӗсем чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсенчен те ҫутӑрах курӑнаҫҫӗ. Чирлисемпе аманнисем вырнаҫса ҫитсе пӗртак лӑплансан, вӑл Андрее чӗнсе илчӗ те ыратнипе питне чалӑштарчӗ. Пӗртен-пӗр шухӑш тӑпаласа тертлентерчӗ ӑна вӗҫӗмсӗрех: «Ҫак намӑслантарса мӗскӗнлетекен апатран пӑрӑнма, хирӗҫлеме хӑю ҫитереймерӗм пулать эпӗ, йӗрӗнӗҫлӗ-ҫке-ха ку, питӗ хевтесӗрле те хӑравҫӑлла ку ман енчен. Чӑнах та ҫак Ла-План бассейнӗн кӑнтӑр кӗтесӗнче ытти патшалӑхсенчен малтан Францин эмигранчӗсем пуҫтарӑннӑ. Унтан вӑл Зухина хӑй ӑс ҫитми тӗлӗнмелле мыскарасем туса ҫӳрени ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ, ҫав хушӑра хӑйӗн йӳрӗк пичӗн сӑнне вӗҫӗмсӗр улӑштарчӗ, куҫӗсене салхуллӑн йӑлтӑртаттарчӗ. — Сехет тӑрӑх? — тесе ыйтрӗ майор. Вӑл Кораблевпа сывпуллашасшӑн пулнӑ иккен! Ҫаксем мана пурте шанмалла мар туйӑнаҫҫӗ, — терӗ вӑл. Ӗлӗктерех, ҫулталӑк каялла, калама ҫук вӑйлӑ юрататчӗ Ромашов бал умӗнхи ҫак минутсене, хӑйӗн дирижер ӗҫӗсене туса пынӑ май, ҫитсе кӗрекен дамӑсене малти пӳлӗмре пӗтӗм кӑмӑлтанах кӗте-кӗте илетчӗ вӑл. — Боримечка ҫурчӗ ӑҫтарах, инке? Ҫук, нимӗн намӑсӗ те ҫук! — Акӑ ку тӗрӗ-ӗс! — кӑшкӑрса янӑ Фома, чышкипе сӗтеле тӑрӑслаттарса. Тахҫан уйрӑм ҫын именийӗ пулнӑ, кайран ытти пӗчӗкрех хуҫалӑхсен шучӗпе пысӑклатнӑ совхоз юлашкинчен эрех тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен институт, виноград лартса ӳстерекен тата эрех тӑвакан лаборатори пулса тӑнӑ, унта хура ӗҫре ӗҫлекен кашни рабочи наука тӗлӗшпе ӗҫлекен ҫын пек пулнӑ. — Ҫав сӗтӗрӗнчӗксем мӗншӗн пирӗн паталла сӗкӗнеҫҫӗ-ши? Каҫхине ултӑ сехетрен пуҫласа тепӗр кунне кӑнтӑрла ҫитиччен тенӗ пекех ӗҫленипе, кӑнтӑрла эпӗ ҫывӑраттӑм, вулама ӗҫ хушшинче кӑна, пӗр чуста ҫӑрса лартса тепри йӳҫессе кӗтнӗ вӑхӑтра тата ҫӑкӑра кӑмакана хывнӑ хушӑра ҫеҫ, вулама пултарнӑ. — Ун ҫинчен каласа пама питех те йывӑр, — терӗ Паганель, — мӗншӗн тесен индеецсем широтапа долготасен градусӗсем ҫинчен нимӗн те ӑнланмаҫҫӗ, документсемпе пулнӑ истори Талькава фантази пек анчах туйӑнчӗ. Ултавӗ ултавахчӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ултава тӗрӗс хыпарсемпе пӗрле арпаштарса пӗтернӗччӗ. — Кулать тата! — Эсир, ачасем, нумаях та пулмасть пирӗн Варнавицӑра мӗн пулнине илтнӗ-и? — терӗ Илюш. — Малтан вӑл чӑнах та пачах килӗшмерӗ, анчах хӑранипе мар, пӗтӗм ӗҫе «усӑсӑр» тесе шутланипе килӗшмерӗ. Каҫса хӑтланса вӑхӑт ҫапах та нумай иртнӗ, ҫав хушӑра тӑшман чылай ҫывхарнӑ. Мильӑран ытлах мар. Анчах Монтанелли тата пӗр утӑм ярса пусрӗ те, Пӑван пистолечӗ умӗнче чарӑнчӗ. Ромашов ҫав-ҫавах картсем, кӗмӗл тата хут укҫасен куписем, пурӑпа ҫырса тултарнӑ симӗс пустав ҫине пӑхнӑччӗ, унӑн йывӑрланса, тӗтреленсе ларнӑ пуҫӗнче, вара ҫаплах пӗрешкел шухӑшсем ӳркевлӗн пӑтрашӑнчӗҫ: хӑй анса, пӗтсе пыни те кичем, тӗксӗм пурнӑҫӑн тасамарлӑхӗ ҫинчен. Казонде Майӑн ҫирӗм улттӑмӗшӗнче караван Казондене ҫитсе кӗчӗ. — Падре, эсир семинарие пӑрахса каймастӑр пулӗ? — Пӗлместӗп, пӗлмен ҫинченех кӑтартса пама пултараймастӑп: суя сӑмах каласа ҫылӑха кӗрес килмест. Митян ман умра ӑнлантарса парса хӑйне тӳрре кӑларас килмерӗ пулмалла. Виҫсе пӑхмасӑр сикмест вӑл, ҫынни ӑслӑскер. — Хӑвӑртрах пӗлтересчӗ ӑна манӑн. — Чӑнах, те! Эпӗ кӗтетӗп сире» тенӗ. Мустангера пӑрахса, Луиза хӑй шӑлнӗне аллисенчен ярса илнӗ. — Эккей, эсӗ, шӑллӑм!.. Тарҫӑ хӑй улпучӗ хушнине тума савӑнӑҫлӑн чупса тухрӗ. Вӑл ҫак каҫ станицӑна Лукашка хушнипе килнӗ, вӑрланӑ лаша валли вырӑн хатӗрлемелле пулнӑ уйӑн. Урампа килнелле иртсе пынӑ чухне вӑл ура сассине илтнӗ. Эх, эс… пурнӑҫ тӑвакан! Анчах хӑрани ахалех пулчӗ: сулӑ мӗлки шыв ҫине ӳкни питех те лайӑх палӑрать. Унӑн Хурунуи айлӑмӗнчен пуҫласа Тарамакау юханшывӑн варрине ҫитиччен шоссе ҫулӗн трассине палӑртса памалла пулнӑ. Пӗри, ман алла кӗнеке тыттарса: «Ав ҫавна парӑр — ха», — терӗ; тепри ман тӗлтен иртсе пынӑ май: «Иртсе каям-ха, тӑванӑм», — терӗ; виҫҫӗмӗшӗ сак урлӑ каҫнӑ чух ман хулпуҫҫи ҫине тенкел ҫине тӗреннӗ пекех тӗренчӗ. Тата никама каламалли те ҫук, никам та никама та ӗненмест. Эпӗ килӗшетӗп: — Лайӑх ҫав! Вара вӑл, именнӗ кӑмӑлпа ҫаврӑнса, каялла тухма тӑчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах сӗтел айӗнчен, ним сас-чӗвсӗр тенӗ пек, пӗр пысӑк сӑркка йытӑ сиксе тухрӗ. — Да-е-ш-шь!.. Сӗтел урлӑ ун ҫине хӗрӗн кӑвак куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, мӗн тери хӗрӳ, каласа паман юрату, ӗмӗт, шанчӑк, пӑхӑнулӑх вӗсенче — Давыдов пӗр самант ним тума аптӑрарӗ. — Тӗлӗк-и, ӑнсӑртран килсе тухнӑ япала-и, е… Вигвам патне ҫывхарнӑ май вӗсем кӑшкӑрнӑ: — Отаки! Эпир килтӗмӗр! — Тӗлӗнмелле маттур, — терӗ ӑна хирӗҫ сквайр. Пӑванӑн калама ҫук ҫирӗп те лӑпкӑ кӑмӑл, хӑй шухӑшланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерес тӗлӗшпе иксӗлми ирӗкпе хастарлӑх пулнине Джемма халӗ ҫеҫ ӑнланма пуҫларӗ. — Шабаш, — терӗ Эрхипӗ. Унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫав тери илемлӗ. Ҫумӑр ҫуса юра ирӗлтерет, тӗмсен тӑррисем кӑна шурӑ. Пирӗн вӑйсем пур, пирӗн кам ҫине тайӑнса ӗҫлемелли пур. Овсяников хӑйӗн чыслӑхӗпе тата ҫаврӑнӑҫусӑрлӑхӗпе, ӑслӑлӑхӗпе тата кахаллӑхӗпе, хӑйӗн тӳрӗ кӑмӑллӑхӗпе тата ҫине тӑма пултарнипе мана Петр вӑхӑчӗчченхи вырӑс боярне аса илтерет… Ури ҫине урине явса ларнӑччӗ вӑл, хӑй умне пӗр хускалмасӑр тинкерсе пӑхатчӗ. Алвишпа Коимбра Дик Сэнда халех вӗлерме хушрӗҫ, анчах Негоро вӗсене шӑппӑн: «Кӑштах тӑхтасан та ним те ҫухатмастпӑр», — терӗ. Тарпа чӑм шыва ӳкнӗ ҫынсем ҫапах та пӗр сиккелемесӗр, ватӑ тимӗрҫӗпе Островнов хушшинчи кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ тавлашӑва шарламасӑр та тимлӗн итлесе, ҫакӑнта темскер каласа пӗтерменни, аван марри пуррине туйса лараҫҫӗ… Мӗн тери пӑчӑ, кичем! Кӑна эпир шӗвӗр тӑрра шӑтарсан ҫеҫ пӗлме пултаратпӑр. Вулакан курать ӗнтӗ: ҫутҫанталӑк ҫавӑн пек пысӑк ӳсентӑрансемпе чӗрчунсене тума пултарнипе пӗрлех вӗсем ытти ҫӗре сарӑлассине те пӳлнӗ: вӗсем ҫак континентра анчах, урӑх ҫӗрте ҫук. — Епле ҫӳретӗр вара эсир ун пек? Николай Петрович пуҫне усрӗ те крыльцан кивелнӗ пусмисем ҫинелле тӗллесе пӑхрӗ: картлашка тӑрӑх тӗреклӗ чӑпар чӑх чӗппи, хӑйӗн пысӑк та сарӑ урисемпе хыттӑн тӑклаттарса, чыслӑн утса ҫӳрет; карлӑк ҫинче ачашшӑн хутланнӑ вараланчӑк кушак ун ҫине ютшӑнса пӑхса ларать. — Ну, сквайр, — терӗ доктор Ливси, — пытармасӑр каласан, эсир илсе туяннӑ япаласенчен нумайӑшне эпӗ ырламастӑп, анчах Джон ман кӑмӑла каять. — Ҫапла, — терӗ вӑл тӑрса, — эсир тӗрӗс калатӑр. Кӗпене вӑхӑтлӑха пама пултаратӑп, йӗме, каҫар та, пама пултараймастӑп». Ҫавӑнпа та тепӗр кунӗнче, январӗн 16-мӗшӗнче, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑр, шывӑн леш енне мӗнле каҫассине вырӑнта пӗлес тесе шыв хӗррине кайрӗҫ. Тепрер сехетрен вӗсем хутортан чылай инҫе кайрӗҫ. «Пирӗн ҫӗршыври лару-тӑру ют патшалӑх ҫыннишӗн ытла та лайӑх пек туйӑнать пулӗ, — терӗ вӑл. — Анчах капла туйӑнни вӑл йӑнӑш. Пирӗн тӑван ҫӗршыва икӗ хӑрушӑ инкек хӑратса тӑрать. Ку ҫырӑва ирпе ирех почтӑна леҫрӗ те Кургауз садне уҫӑлса ҫӳреме кайрӗ; унта музыка вылять те ӗнтӗ. — Вӑл вилчӗ… — Никам та килмест. Пӳлӗхҫӗм! Эпир пурте хӑлхасӑр пултӑр-и-мӗн? Хӗрлӗ Ҫар наступлени пуҫласан, штаб кунтан ҫав тери хӑвӑрт тухса тарнӑ та, яла ҫунтарса яма ӗлкӗреймен. Вуникӗ ҫулхи Петька Сковородников манпа туслашса кайрӗ. — Пакета ил, — ультиматумне тыттарчӗ Гейка. Компани пысӑк сулӑн малти сыпӑкӗ ҫине вырнаҫнӑ, ҫак сулӑ юханшывӑн тип-тикӗс пушлӑхӗ тӑрӑх тӑсӑлса тӑнӑ. Ҫырӑвӗ, чӑнах та, Петькӑранах пулнӑ. — Арҫынна кирлех, — ман сӑмаха ярса илчӗ вӑл, — каллех наукӑн савнӑ жрецӗсем пурне те ӗнентернӗ. Килте эпӗ маччана хӑпартӑм та унта нумайччен лартӑм, хамӑн пурӑнӑҫра пит нумай тӗл пулнӑ ӑнланмалла мар хаяр япаласене пурне те аса илсе лартӑм. Пӗр сана пӑхсан кӑна ӗнтӗ. Анчах иртнӗ кунсенче Огнянов хулара курӑнмарӗ, Рада, тӗрле сӑлтавсем тупса, окопсене те темиҫе хут кайкаласа килчӗ, вӑл Бойчопа курнӑҫас та, тем пек тарӑхать пулин те, ун курайманлӑхне чӑтса ирттерес, курнӑҫса кӑна пултӑрччӗ, тесе тӑрӑшрӗ. Анчах танкистсем ӑҫта-ха? — Ҫавӑнпа та эпир ҫак коллежски асессора малалла майор тесе чӗнӗпӗр. Юлашкинчен эпӗ тӑтӑшах, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре куҫса ҫӳресе, хӑрушӑ пурнӑҫпа пурӑнакан капитан мӗншӗн ҫак шапа хуранӗсене хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе ҫӳренӗ-ши, тесе шухӑшлаттӑм. Халь ӗнтӗ, хула хӑнин ҫав ӗнерхи юррисем ачана тыткӑна илчӗҫ те, инструмент ҫине вӑл урӑхларах пӑха пуҫларӗ. Сӑмахран, чернил кӗленчи тавра кӗсъе сехечӗн улттӑ цифрине яланах пӗр еннелле туса ҫавӑрмалла. Эпир, Ҫӗр ҫинче пурӑнакан ҫынсем, ҫак вӑхӑта уйӑх тетпӗр пулсан, Уйӑх ҫинче, ҫынсем унта пулнӑ пулсан, ӑна пӗр талӑк тесе каланӑ пулӗччӗҫ. Вӑл кӑштах малалла иртрӗ те пулемет патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Хаярлӑхпа ӑсран кайнӑ ушкӑн кӑшкӑрашса тухатмӑш хыҫҫӑн пычӗ. Халь барышня кампа калаҫас тенӗ — ҫавӑнпа сӑмахлать; мӗн вулас тет — ҫавна вулать; Парижри пек лакейсӗрех, тарҫӑсӑрах, пӗччен Мускава каять, — кусем пурте йӑлана кӗнӗ. Отлив пуҫланнипе шкуна якорь тавра ҫаврӑнчӗ. Ҫыран хӗрринчи шлюпка патӗнче пӗр-пӗрне чӗнекен сасӑсем илтӗнчӗҫ. Марко килне пӑшӑрханса та ҫилленсе таврӑнчӗ. Кровачӗ тӗлӗнче маузер ҫакӑнса тӑрать, анчах вӑл ытла йывӑр. Хӗр хӑвӑрт тухса кайрӗ. Куҫӑмсем улталаҫҫӗ-и е хӑранипе-и, анчах унӑн тӑрӑшшӗ мана пин чалӑшран та вӑрӑмрах пек курӑнать. — Чунӑмҫӑм, мӗншӗн ун пек? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ амӑшӗ. Халӑх выҫӑ тата тӗрлӗрен инкек-синкеке тӳссе пурӑнчӗ. Оренбург хулинче ун чухне пурнӑҫ тӳсмелле мар йывӑр пулни каламасӑрах паллӑ. Ак ҫакна та илсе кай, — терӗ лутри, пушаннӑ эрех кӗленчине тӑсса. «Каллех мӗн те пулин шухӑшласа кӑлартӑн пулӗ ӗнтӗ?» — тенӗ Григорий Иванович кулса. — Эсир-и буфетчик? — ыйтрӗ лешӗ. Польша чиккинче километрта икӗ ҫын. Вӑл мар пулсан акӑлчансен багажӗ киличчен пире питӗрсе лартатчӗҫ кайран тӗрмене хупатчӗҫ, шӑп ҫапла пулатчӗ! Вӗсене халь кунсем теме ҫук. Кашни кун мӗнле те пулсан ҫӗнӗ хыпар илсе килет. Корчагин ирсерен вӑхӑта мӗнле ирттермеллине шутласа хурать, анчах кашнинчех вӑл, талӑкра вӑхӑт сахаллине тата шухӑшласа хунисене туса пӗтерме май ҫуккине кура, кӑмӑлсӑрланать. Кам Павкӑна пӗлет, — вӑл тӳрех калама пултарать: сайра ятлаҫать, анчах та питӗ витӗмлӗ ҫыпӑҫтарса хурать. Стена хӗррипе авалхи сарлака тенкелсем лартса тухнӑ, вӗсем ҫинче допроса килнӗ халӑх ларать — ваттисем те, хӗрсем те, погонсӑр ҫар ҫыннисем те пур. — Ну, асатте, кӑтарт хӑвӑн трофейна! — янрарӗ Дегтяренко сасси. Ҫак йывӑрлӑхран хӑтӑлма ӑнсӑртран мӗнле те пулин май килсе тухасса кӗтсе, эпӗ вӑрах лартӑм. Кирила Петрович именнӗ пек пулчӗ. Халӑх ҫав хӗрессене хаваслӑнах туянать, вара ҫав хӗрессене кардинал патне илсе пырса, пехиллеме ыйтать. Унтан вӗсем ҫав хӗрессене, хӑйсен ачисене куҫӑхасран сыхлас тесе, вӗсен мӑйӗ ҫине ҫакаҫҫӗ. Ҫапла, пуринчен малтан, «Ганс ҫӑлне» тупмалла пулчӗ. — Хаҫатпа листовкине эп улӑштарса хутӑм. Эпӗ ним те шарламарӑм. Вӗрентекенӗм мана яланах асӑрхаттаратчӗ, вӑл мана эсӗ капла вилетӗн тетчӗ. Давыдов, каҫхи апат ҫинӗччӗ те, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче «Правда» вуласа выртатчӗ. Йӗрсем юханшыв хӗрринчен хӑйӑрлӑ сӑрт еннелле кайнӑ. Вара эпӗ темӗскер пекех кӑшкӑрма пуҫларӑм, манӑн ачасем эпӗ кӑшкӑрнине илтнӗ пулнӑ… Анчах хальхинче чеелӗх усӑ парайман. Ак хайхи эпир унпа телейлӗ ҫынна сыхлама весен чӳречисем патне тухса кайрӑмӑр. Вӑл пӑшалпа тӗлленӗ лаша канлӗн тӑмасть, акаци те ҫимест; ун пуҫӗ ӗнтӗ ҫурри таран тӗмӗсем ӑшӗнче. Ӑна валли пуян таврашпа капӑрлатнӑ шурӑ лаша ҫавӑтса пычӗҫ. Амӑш аллисем ытла хӑвӑрт ӗҫлеҫҫӗ. Ирпе, вунӑ сехет ҫитсен, Гленарван ҫул ҫине тухма сигнал пачӗ. Пӗри ытла та хитре. — Мӗн каласшӑн, пепкеҫӗм? — Тӗрӗс ачам, иккӗленместӗп, — терӗ ӑна Элен, вӑл ҫапла татса калаҫнине пула йӑл кулса. Кӗтӳ пахчана кӗрсе кайнӑ. Марья Николаевна ҫул ҫине тухрӗ, хӗрлӗ хӗресрен иртсе, улӑха анчӗ, ҫулсем каҫса каякан ҫӗре ҫитсе сылтӑмалла пӑрӑнчӗ, каллех сӑрталла… Укҫана ҫил ҫине пӑрахни — ухмах япала. Кун пек ӗҫ сирӗн пӗрре тухӗ. Павел хӑй те ҫак ҫемьери революципе аппаланса тӑма пултараймасть, мӗншӗн тесен унӑн тепӗр темиҫе кунтан каймалла, пӗр кайсан вара, тен, вӑл ҫак ҫынсене урӑх нихӑҫан та тӗл пулаймӗ. Вӑл постановление 1935 ҫулхи февралӗн 6-мӗшӗнче йышӑннӑ. Манӑн ҫакна каласа парас пулать: самодержави — пирӗншӗн ҫӗршыв кӗлеткине тимӗрлесе лартнӑ пӗртен-пӗр сӑнчӑр пулса тӑмасть, вӑл — эпир халӑх ҫинчен татса антарма тивӗҫлӗ пӗрремӗш те чи ҫывӑхри сӑнчӑр ҫеҫ. Анчах… мантикора каллех ҫӑр ҫине анса ларчӗ. — Тӗлӗнмелле! Эпӗ нихҫан та савнӑ хӗрӗн чури пулман. Ман ҫине тархасшӑн суялла тӑрӑхласа ан пӑх, ку санӑн хисепле сӑн-питне килӗшсех каймасть. Оренбурга Пугачев ҫарӗ епле хупӑрласа тӑни ҫинчен ҫырса тӑмастӑп та; вӑл — ҫемье хучӗсем ҫине ҫырса тӑмалли япала мар, истори ӗҫӗ. Енчен те вӑл ыран урамра курӑнсан, аван мар пулать! — терӗ Егор. Вӑл темле ытла та хитреленсе кайрӗ, ҫавӑн пек хитрелӗхе курсан, ҫынсем канӑҫлӑха та ҫухатаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш хут вӑраннӑ чух тул ҫутӑлнӑччӗ ӗнтӗ, аяла антӑм; пӑхатӑп — Салли аппа халӗ те кантӑк умӗнчех, ҫурти ҫунса пӗтме пуҫланӑ, хӑй пуҫне алли ҫине хунӑ та ҫывӑрать. Туфта, шухӑш йӗрне ҫухатса, урӑх тема ҫине куҫрӗ: — Кунта Лагутина Юренева ҫырӑвне вуласа пачӗ. Ку вара аванах ыталать пулӗ, хӗрсем, — тесе хучӗ, именме пӗлмесӗр, салтак арӑмӗ Натали, сӑрланӑ куҫхаршисене выляткаласа. Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ. — Barbari — мӑкӑртатса илчӗ те Эмиль хыҫҫӑн алӑк патӗнче курӑнса кайнӑ Панталеоне, пуҫне силлесе илсе курӑнми пулчӗ. Хамшӑн хаклӑ тӑван ҫӗршыва, унӑн аслӑлӑхне, хӑватне тата пысӑк ҫитӗнӗвӗсене тивӗҫлӗ сӑмахсемпе асла хурса мухтамашкӑн манан Демосфенӑн пек е Цицеронӑн пек илемлӗ чӗлхе пулинччӗ, тесе тем пек ӗмӗтлентӗм. — Эпӗ вӗсене пӑрахӑҫламастӑп, — терӗ вӑл. Кам шухӑшлатӑр, эпӗ вулама чарнӑ кӗнекесем илсе ҫӳретӗп тесе? Морган ылттӑн укҫа тупрӗ. Халӗ ӗнтӗ Аржанов вӑр-вар хуравларӗ: — Тилхепене ман алла лашасене тытса пыма панӑ, вӗсем каяс ҫӗре кайччӑр, каймас ҫӗре мар. Апат ҫисе тӑранмалла мар вирлӗн анать, ҫавна пула ӳт-пӳ ман, хӑйӗн кашни пӗчӗк пайӗпех сывлӑхпа пурнӑҫ савнӑҫне сӑрӑхтарса пухса, сехетсеренех ҫирӗпленсе пычӗ. Иртнӗ кунхине вӑл пӗр онбаши умӗнчех тӗрӗксен Мохаммечӗн пророкне ятланӑччӗ, онбаши ӑна ҫавӑншӑн вӗлерес пек хӗнесе пӗтерчӗ. Тӳрех каламалла, ҫул ҫине кайма хастарлӑ ҫын суйланчӗ: Мюльреди маттур этем, ӑслӑ, хӑватлӑ, нимрен те аптӑраса ӳкмест, ывӑнма пӗлмест. — Акӑ мӗнле! Кун ҫинчен эпӗ санран маларах шухӑшланӑ. Служительсем ун патне майӗпен пырса, ун пуҫӗ тӗлне пурҫӑн балдахин ҫӗклерӗҫ; тияккӑнсем сылтӑм енне те, сулахай енне те тӑрса, унӑн вӑрӑм тумтирӗн аркисене тӳрлетрӗҫ. Эпӗ лавкана пирвайхи хут пырсан Деренков, тавар илме пынӑ ҫынсемпе калаҫса тӑраканскер, мана пуҫӗпе пӳлӗм алӑкӗ ҫинелле сулса кӑтартрӗ; эпӗ унта кӗтӗм те куратӑп: тӗттӗмрех ҫӗрте, кӗтесре, чӗркуҫҫи ҫинче Серафим Саровский портречӗ тӗслӗ пӗчӗк старик каҫса кайсах кӗл туса тӑрать. — Санӑн ҫӳпленнӗ ӑсу ытах та аҫун шухӑшӗсене ӑнланма пултарсанччӗ! — сасартӑк каланӑ вӑл, темӗнле шӑхӑруллӑн сывласа ярса. Амӑшӗ куҫне мӑчлаттармасӑр пӑхать. Чӗнмесӗр ларма та майлӑ мар пек туйӑнчӗ. Кун пирки нумай лӑпӑртатса тӑмалли ҫук, кушак аҫине кунта пар-ха, асанне, эпӗ унпа кӑшт калаҫса пӑхам… Анчах малалла май килмерӗ. Тепӗр ҫур сехетрен вӗсем иккӗшӗ пар лаша кӳлмелли урапапа Алексеевна пӳрчӗ патне ҫитсе тӑчӗҫ. Эпӗ вилӗ. Пӳрт ӑшне кантӑкран пырса пӑхрӑмӑр. Камер-лакей кӗнӗ те, государыня хӑй патне Миронов хӗрне чӗнет, тесе пӗлтернӗ. Хӑрушӑ шухӑш манӑн пуҫра вӗлкӗшсе илет, е вӑл хурахсем аллине лекнӗ пулсан? Эпӗ ӑнтартӑм: эпӗ пӗр ватӑ ненецпа тӗл пулсаттӑм, ҫав ненец хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ экспедици нартисене. Пӗр нарти ҫинче вилнӗ ҫын пулнӑ, тен ҫавах капитан пулнӑ пуль. Рафаэль хӑй те питӗ лайӑхах ӳкереймен, унӑн нумай произведенийӗсем ҫинчен ӗлӗк-авал каланӑ сӑмахсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ; Микель-Анжел мухтанчӑк, мӗншӗн тесен вӑл анатомине пӗлнипе кӑна мухтанасшӑн пулнӑ, вӑл ӳкернӗ картинӑсенче нимле граци те ҫук, кисть вӑйне тата колорита хальхи ӗмӗрте анчах шырамалла, терӗ. — Ҫапла, ку вӑл ҫапла пулнӑ, тата лешӗн умӗн ҫеҫ. Маркиз ун енне ҫаврӑнчӗ: — Сывлӑх сунатӑп, викари атте. Ҫӗнӗ Зеландире тытнӑ стафилин-нӑрра унчченхи пекех хӑйӗн коллекцинчи чи хаклӑ хурт-кӑпшанкӑ тесе шутларӗ. Ҫавӑ пурте вара хӑвӑрт иртсе карӗ, куллен-кун пулакан пустуй япаласемпе хупланса илчӗ, тата часах эпӗ пӗр пит лайӑх мар истори тӳссе ирттертӗм. Эсир нумай япаласем ҫинчен калаҫнине итлеме тӗл килчӗ манӑн; анчах иксӗмӗр хушшӑмӑрта, хам пур чухне те нихӑҫан та калаҫу пӗр-пӗринпе тытӑҫасси ҫинчен, пӗтӗмӗшпе илсен, дуэль ҫине кӗрсе кайман пек астӑватӑп. Паганель хӑйӗн черечӗпе патагонеца документсен ҫӗнӗ ӑнлануне ӑнлантарса пама тӑрӑшрӗ. — Эпӗ чирлӗ ҫын, — тесе аса илтернӗ вӑл ҫаплах, анчах хӑй сывлӑхне упраман, эрех нумай ӗҫнӗ, чарӑнма пӗлмесӗр, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе картла вылянӑ, хӗрарӑмсем тӗлӗшпе те ҫылӑхсӑрах пулман пулас. Ытла ырӑ ҫын Иван Иванович! Вара Гусев ҫак кунхи юлашки сӑмахне каларӗ, — питӗ кӗскен, анчах пӗлтерӗшлӗн; баррикада ҫине улӑхрӗ те виҫӗ граната — пӗрин хыҫҫӑн теприне — ывӑтрӗ. Хулара манӑн шӑнса чирленӗ икӗ ҫын пурччӗ, вӗсене килсе пӑхмаллаччӗ, анчах эпӗ пӑрахса каяймарӑм, ҫак негр тарма пултарӗ терӗм, вара мана пурте вӑрҫнӑ пулӗччӗҫ, юханшыв ҫинче пӗр кимӗ те курӑнмарӗ, никама чӗнсе илеймерӗм. Улита кинеми каҫса кайсах хӑнине сиплеме пуҫларӗ. Калӑпӑр, ҫакӑн пек ӗҫ: пылчӑк ҫине икӗ хӑма ӳкнӗ, тейӗпӗр, пӗри — ҫӗрӗк, тепри — лайӑх, ҫирӗп. Паян вара эпӗ сана косилкӑсем пӑхма мар, санпа тӳрӗрен калаҫма чӗнсе илтӗм. Евангелире: хӗрарӑм ҫине вӑрттӑн ӑмсанса пӑхакан ҫын хӑй ӑшӗнчех аскӑнла ӗҫ тӑвать, — тенӗ. Бердичева илме янӑ вунпӗрмӗш дивизине поляксем хулара питӗ хаяррӑн хирӗҫ тӑнӑ. Алла куратӑп эпӗ, ӑна ҫӳлелле йӑтатӑп — ку Эпӗ. — Паян ҫӗрле ҫав! — Иҫӗм ҫырли пекех пулса кайрӑм, — мӑкӑртатать вӑл, — виҫӗ кило та ҫичҫӗр грамм ҫухатрӑм, ку — ниме юрӑхсӑр япала, туршӑн та. Унӑн ачисем ҫук, эппин ун пурлӑхне йышӑнса юлма тивӗҫлисем эсир те ман ачасем ҫеҫ. Чылайччен ҫӳренӗ, каннӑ тата кирлӗ-кирлӗ мар ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн (Шубин пӗр иртсе ҫӳрекен темле шӑлсӑр мужикпе пӗр-пӗрин урлӑ сиксе каҫмалла та выляма хӑтланса пӑхрӗ, лешӗ вара господасем хӑйӗнпе кирек-мӗн тусан та пӗрехмай кулчӗ), ҫамрӑк ҫынсем «начар хупаха» ҫитрӗҫ. Тарҫӑ вӗсене кашнинех кӑштах ураран ӳкермерӗ — чӑнах та, вӑл вӗсене ҫав тери начар апат ҫитерчӗ, Балкан леш енчи текен темле эрех ӗҫтерчӗ, тепӗр тесен, Шубин каланӑ пекех, вӗсене савӑнма нимӗн те кансӗрлемерӗ; Шубин пуринчен те шавлӑрах пулчӗ, пуринчен те сахалтарах савӑнчӗ. Пирӗн тӗлӗнмелле калаҫу, — Ҫӗр витӗр ҫичӗ километр тӑршшӗнчен пӗр-пӗринпе калаҫни! — ҫак лӑплантаракан сӑмахсемпе пӗтрӗ. Ман шухӑшӑмпа ҫынсене колхоза акӑ мӗнле пӗрлештермелле: кам ӗҫчен тата выльӑх-чӗрлӗх тытать — ҫавсене пӗр колхоза, чухӑннисене — тепӗр колхоза, пуяннисене — каламасӑрах паллӑ, чи кахаллисене вара ялтан кӑларса ямалла, вӗсене ГПУ ӗҫлеме вӗренттӗр. Кала ӑна, пире парӑнтӑр вӑл, унсӑрӑн вӗлеретпӗр те какайне йытӑсене кӑларса паратпӑр!» — теҫҫӗ. — А сӑхманӗ хӗрлӗ? Анчах лешсем унӑн наганне туртса илнӗ те, поезд тапранса кайсан тин, патронӗсене кӑларса илсе, каялла панӑ. «Кум-ҫке ку!» кӑшкӑрса ячӗ кум, лайӑхрах пӑхнӑ хыҫҫӑн. Унӑн пичӗ ҫинче хӑюлӑх, савӑнӑҫ йӑлтӑртатса ҫуталса тӑчӗ. — Ӑввӑсӑр та пурӑнма пулать, — терӗ Паганель. — Ну, мӗн ҫӗре тӑрӑнтарса лартнӑ сухапуҫӗ пек тӑпах тӑтӑн-ха? Вырӑс ҫӗршывӗнчи мӗнпур нимӗҫсем пекех, темшӗн-ҫке нимӗҫсен идеаллӑ нимӗҫӗсемпе танлаштарсан пачах та расна вӗсем, пурӑнма пӗлес тӗлӗшрен вӑл калама ҫук ӑста этем пулнӑ. — Ку чӑнах та, пит ӑслӑ гипотеза! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, каласшӑн мар ҫӗртенех. Говэн хӑйӗн шухӑш-кӑмӑлӗпе тавлашнӑ чухне шӑпах ҫак ыйту пулнӑ та ӗнтӗ, вара отвечӗ хӑех тухса тӑчӗ: Лантенака хӑтармалла. — Калаҫатӑп халӗ эпӗ, — терӗ амӑшӗ малалла, — калаҫатӑп, хам сӑмаха хамах итлетӗп те — хама хам ӗненместӗп. Эх! мӗншӗн вилеймерӗм-ши пӗрех хут, вилӗм татах манӑн умра тӑрать тесе кулянатӑп. Ехуне пӗлекеншӗн акӑ мӗн паллӑ, терӗ вӑл, ҫав питех те йӗрӗнмелле выльӑх, хӑйӗн вӑйӗ ҫитет пулсан, эсӗ каласа панӑ пур ирсӗр ӗҫсене те тума пултарать. Анчах Женя хӳме ҫине улӑхса ют садалла сиксен, Ольга чӑтса тӑраймарӗ, пӳртрен тухса хапха патне пычӗ те калинккене уҫрӗ. Утасса вӑл тӗрӗс мар, пӗрмай пӑтрашса утрӗ те, мана та утма кансӗрлерӗ; эпӗ унӑн шӑлӗсем епле шакканине илтсе пытӑм: — Си тю савэ, — мӑкӑртатрӗ вӑл мана тӗксе. Шӑллӗ хӑйӗн сӑмахне темле ҫӗнӗ кулӑшсемпе илемлетсе хавассӑн калаҫнине итлесе, Петр унӑн ҫивӗчлӗхне ӑмсанчӗ, каллех Никитӑна аса илчӗ; ашшӗ курпуна йӑпатса лӑплантаракан ҫын тӑвасшӑнччӗ, анчах та вӑл ҫав ухмахла, хӗрарӑм ӗҫӗпе пӑтрашса кайрӗ те — халӗ ҫук ӗнтӗ. Анчах эпӗ Дик Сэнд вилӗмӗпе кӑнӑҫӑп! — Эпӗ халех килетӗп, Геннадий Александрович. — Вӑл колхоз сачӗ урлӑ килнелле вӗҫтерчӗ, чупнӑ ҫӗртех конвертне уҫса, хӑрушӑ ҫырӑва пӗрре вӗҫӗнчен, тепре варринчен вулама пуҫларӗ. Тепӗр ҫичӗ ҫултан, Ницше ҫинчен вуланӑ чух, эпӗ Хусанти городовойӑн философине пит те уҫҫӑн аса илтӗм. Хӑй пижама тӑхӑнса, аллине вӑлта хуллисем тытса пулла каясси ҫинчен асӑнсан, вӑл кулса илчӗ. Мӗн тери ӑшӑ вӑрманта! Урисемпе пӗр тӗмеске хыпашласа тупсан, малтан вӑл унӑн ҫирӗплӗхне урипе пусса тӗрӗслесе пӑхать, вара тин Элена ҫавӑн ҫине пусма хушать. Ҫулҫӳревҫӗсен ҫулӗ ҫинче унчченхи пекех индеецсен йӗрри те ҫук, Талькав тӗлӗнсе халтан кайса пырать. Гетманец Роман ӗҫлекен верстак патне пырса, пӗр сӑмах каламасӑрах, ӑна питӗнчен саламатпа тӑсса илчӗ. Софья унпа юнашар ларса вулакансене сӑнарӗ, амӑшӗн пичӗ ҫийӗн сӑпса е тӗкӗлтура явӑнма тытӑнсан, вӗсене вӑл аяккалла хӑваласа ячӗ. Ун урати умне пуснӑ чух чӗре ман кӑкӑрта сехӗрленӳллӗ канӑҫсӑрлӑхпа хыттӑн тӑпӑртатса кайрӗ. Эпӗ тахҫанах вилнӗ тесе шухӑшлать вӑл. — Эрех лайӑх ҫынна сиен тумасть, — терӗ Воропаев, Широкогорова хулпуҫҫийӗнчен ҫапса. Именсе ан тӑрар, калӑр. Лукашка, каюка кӗтмесӗрех, куҫне вилӗ ҫинчен илмесӗр салтӑнма пуҫларӗ. Нумай пулмасть вӑл мана: пурнӑҫ тӳрккес япала, терӗ. Ҫавӑнпа та ирхи, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апатсенче упа саррипе тутлӑ улмасем кӑна ҫимелле пулчӗ. Хӑшӗсене вӗлермеллех касса пӑрахнӑ, теҫҫӗ. Ҫакна пӗлетӗн-и эсӗ? — Хӗрлӗ эрехпе симӗс шыв, — палӑртрӗ матроссенчен пӗри. Марысьӑпа Вавжон анчах, алӑка уҫсан унтан аякран килекен хӑрушӑ шав илтӗнсен те, ним те чухласа илеймерӗҫ. — А-а! — баспа сас панӑ губернатор. Вӑл Талькав ҫине пӑхса илчӗ. Унчченхи пекех лӑпкӑ Талькав йӑл кулса ячӗ. — Тауко — аван лаша. Вӗсем уйрӑлса кайнӑ. Тӑпра ӑшне алтса чикнӗ укҫа шыраса, ҫавӑн йышши кашни ҫуртрах никӗсне йӑлт салатса тӑкрӗҫ, — ҫавна арҫын ачасем мар, пысӑк арҫынсемех, шухӑшӗсене вылятма юратакансем мар, шанчӑклӑ та ҫирӗп ҫынсемех хӑтланчӗҫ. Анчах кун хыҫҫӑн аманнӑ ҫын йӑнӑшни те, персе ӳкернӗ чӗрчун мӗкӗрсе яни те илтӗнмен, ягуар вара каллех хӑркӑлтатакан сасӑпа ахӑрса, вӑрманта пурӑнакансене хӑратма пуҫланӑ. Пуху шӑпӑртах ларчӗ. Огнянов калама ҫук тарӑхса ҫитрӗ, сывлан сывлӑшӗ те тытӑннӑ пек туйӑнчӗ. — Чӑннипе каласан, пурнӑҫ вӑл ытла ниме те тӑман яланах мар, — терӗ Том хӑйӗн ӑшӗнче. — Чӑнах-и? Вӑл, кантӑкран кӗрсе, выртакан ҫын патне пычӗ, пӗшкӗнсе пӑхрӗ те:— Ку вилнӗ ҫын, — терӗ. Ман чӗлхе шӑл ҫумнех ҫыпҫӑнса ларать ӗнтӗ. Ҫӑра юн, унӑн шӑлӗсем хушшипе юхса, юр ҫине тумларӗ. Эпӗ мӗнле тата мӗн вӑрланине ӑнлантарса паратӑп. — Кунта, Колодньӑна, епле килсе лекнӗ вӑл? Анчах эсӗ хӑвӑн хурлӑхна ытла та чикесӗр пысӑклатма пӑхатӑн… Вӗрмелле мар тесе татӑклӑн шухӑшланӑ хыҫҫӑн Егорушка патне асӑрханса пычӗ, замаскӑна ҫисе ячӗ, вара каялла тухрӗ. Пӗтӗм лав ҫывӑрса кайнӑ пекех, пӗр-икӗ минут шӑп тӑчӗ, аякра кӑна кӳме хыҫне ҫыхса янӑ витре сасси хуллен-хуллен илтӗнкелесе пычӗ. Камӑн артиллери пур, ҫавӑ яланах ҫӗнтерет. Миҫе кун, миҫе эрне шырарӑм эпӗ вӗсене, акӑ мӗнле ҫӗрте тупрӑм! Хӑйӗн тӑванӗ ҫакӑн пек йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗшӗн те вӑл кулянчӗ. — Генерал, — терӗ вӑл, — пӗтӗмпех хатӗрлесе ҫитертӗмӗр. Ҫӳҫентерчӗ мана, ҫурӑм тирӗ шатраланнӑ пек пулчӗ. — Э! Эпӗ пуҫӑмпа аялалла лӑшт сулса илтӗм. — Туратсем ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна йӑлтах чӗркелесе пӗтернӗ. — Ӑҫта-ха чир ернин… паллисем, Евгений? ҫырлахсам! Вӑл, лентӑна ҫамрӑксем пек вуламасть, йывӑр саспаллисене ҫыхӑнтарнӑ чух лешсем пек ҫамкине пӗркелентермест. Анчах ҫывӑхран ан та пӑх! — Кирлӗ мар, ан та тархасла! Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ вӑраннӑ пек пулатӑп та хам каллех: тӗттӗм чӑланти арча ҫинче ларнине куратӑп, питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем йӑрӑлтатса юхаҫҫӗ, эпир ҫӳлтен ҫӳле вӗҫетпӗр, тетӗп ҫине-ҫинех, ним ҫинчен те шухӑшламасӑр. Ҫурт ҫинчен пыракан ыйту ҫар е наука ыйтӑвӗ мар, пӗтӗмпе те организациллӗ пӗчӗк ыйту ҫеҫ пулнӑ пирки Чумандрин ӑна, юлташӗсем хӑйсем пӑхса тухмалли ыйтусене епле ҫӑмӑллӑн сӳтсе явнӑ, ҫавӑн пекех ҫӑмӑллӑн ярса илчӗ, сӑн-пичӗпе кӳреннине палӑртса, хуллен ҫапла мӑкӑртатрӗ: — Ну, турӑҫӑм, мӗн-ха ку! Эх, телефонпа ҫыхӑнма май ҫукки пӗтерет-ҫке! Акӑ тата мӗн: ячейка секретарӗ унта Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗскер, ҫынсемпе хытӑрах калаҫать, ну, мӗнле каламалла, тӳрккесрех ҫын вӑл. Ҫав кун корольпе герцог кунӗпех пӗр канмасӑр ӗҫлерӗҫ: сцена турӗҫ, чаршав карчӗҫ, рампа вырӑнне ҫуртасем лартрӗҫ, каҫхине вара эпир сиссе те юлаймарӑмӑр, зала арҫынсем тӑп-тулли кӗрсе тулчӗҫ. Питер ҫав условисемпе килӗшрӗ. Вӑт усал, шалчи тулманскер! анчах халь вӑл килӗнче мар вӗт-ха. Тарҫисем хӑйсен аллине парса хӑварнӑ вилӗ кӗлетке тавралла пухӑнса тӑчӗҫ. Калӑпӑр, хӗрӗн каччи ӑна хӑрушӑ мар, Джемма хӑй те ӑна юратма пуҫлӗ е юратать те пулӗ… — Халех ҫыратӑп. — Вӑл килти хурсем хушшине ютран килсе кӗнӗ ирӗкри хур аҫи евӗрлех, яланах хӑйне ҫынсенчен уйрӑм тыткалать, аяккарах пӑрӑнса ҫӳрет. — Нагульнов иккӗленсе пуҫне пӑркаларӗ. Хӗрачасем, атьӑр эпир те вӑййа кӗрер!.. Эпӗ, чакса пыракан шыв патне ҫитиччен, темиҫе хутчен пӗҫ тӗпӗ таранччен шӗвӗ пыльчӑк ӑшне пута-пута лартӑм. — Ҫук. Вара ура ҫине тӑратчӗ те: «Манӑн аслӑ ывӑлӑн сывлӑхӗшӗн, вӑл манӑн чи хисепли!» — тесе йӗрсе яратчӗ. — Сывпул, аттеҫӗм! Кулӑшла. Хальхи вӑхӑтра ромпа усал «Испаньола» каютинче мӗн хӑтлантарни ҫинчен шухӑшланӑ хушӑра, эпӗ хамӑн челнока сасартӑк темӗн япала тӗртнине туйрӑм. Фактсем ҫапла. Мучи, хайхискер, вӑлтине туртса кӑларать те пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтреве ерет: «Каллех ҫыртса татса кайнӑ, эсрел пуҫӗ! Ах, турӑ амӑшӗ!» — тесе шапӑлтатма тытӑнать. Вӑл ӗнтӗ ҫӑрттан ҫинчен ҫапла шухӑшлать, вӑлтине татса кайнӑшӑн чӑнласах тарӑхать. Ыран ҫӗрле манӑн кимӗ ҫине ларса каятпӑр та сулла утрав ҫинчен илсе килетпӗр. — Мӗнле йӑлӑхмаҫҫӗ-ши кусем пӗрмай чуптуса! Вара, ҫырӑва тепӗр хут вуласа тухса, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шухӑшлӑн шӑкӑртаттарса илнӗ. — Пырать, — тӗплӗн ҫырнӑ… пӗр ытлашши сӑмах та ҫук… — тенӗ вӑл. Ҫак каҫхине вӑл тӗлӗнмелле, пӑлхануллӑ тӗлӗксем курчӗ. Анчах ун ӑшӗнче пурнӑҫ сӳнсех ларайман-ха, вӑл ҫаплах ӑна ӑшӑ парса тӑрать, вӑл ӑна хӑваланӑҫемӗн малалла хӑвалать. Анчах ҫийӗнчех хӑйне алла илчӗ. — Дмитрий Никанорович, — терӗ вӑл, — сирӗн халех… халех тухса каймалла-и вара? Тинӗсре мӗн пулса тӑрасси пурне те пӑшӑрхантарчӗ. Пирӗн халӑх усал, ухмах халӑх, — шаннӑ ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫса, сӑмахне малалла тӑсрӗ Ерошка мучи, Ванюша тухса кайсан, — вӗсем сире ҫын вырӑнне те хумаҫҫӗ. Кунти ҫул ҫинче вунӑ миль тӑрӑшшӗ пиҫӗ лиансем ӳссе лараҫҫӗ. Кашни утӑмрах ҫак лиансем ҫулҫӳревҫӗсен урисене явса илеҫҫӗ. Вӗсене вӗҫертес тесен, вӑл курӑксене тӗпренех касса пӑрахма тивет. Гремячири ВКП(б) ячейкин секретарӗ тата Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ М. Нагульнов.» Вӑл ман ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Пурин чӗринче те темскер вырӑнтан хускални, пӑсӑлса, ванса кайни сисӗнчӗ, ҫынсем, хӑйсен умӗнче темле питӗ ҫутӑ, анчах тавҫӑрса илмелле мар уҫӑмсӑр япала, хӑй хыҫҫӑн илсе кайма пултаракан вӑйлӑ япала ҫунма тытӑннӑ пек, тӗлӗнсе йӑмӑхнӑ куҫӗсене мӑчлаттарчӗҫ. Епле? Эсӗ манӑн мӗнле доказательствӑсем пурри ҫинчен ыйтатӑн апла? — Анчах вӑл манӑн телейсӗр экипажӑма мӗнпе пулӑшӗ?! — тесе хучӗ Гленарван. — Ну, кам пур кунта, перетӗп! Пӗр сӑмахпа каласан, шкулта ӗлӗкхинчен пин хут лайӑхрахчӗ, эпӗ ҫавӑнтах пур кружоксене те ҫырӑнтӑм, пӗрле пуҫтарӑнса хаҫат вуланипе илӗртӗнсе, майӑн ҫирӗммӗшчен Иван Иваныч доктор патне кӗрсе тухмаллине те йӑлтах манса кайнӑ. Пӗр вӑрман улпучӗ калать, — суять-и, ҫук-и, — ӗлӗк йытӑсем пурте кашкӑр пулнӑ, тет, кайран йытта тухнӑ, тет… Манма ҫавӑн пек ҫӑмӑл-и? — Тӑр ҫакӑнта, ниҫта та ан кай. Урӑх пӗр ҫын та шӑнӑҫайми пулса ҫитсен, герцог билетсене тӗрӗслеме пӑрахрӗ, ҫурт тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те сцена ҫине улӑхрӗ. Карчӑк ури-мӗнӗпех вырӑн ҫине хӑпарса ларнӑ та, пӗкӗрӗлнӗскер, пуҫне аллисемпе ярса тытнӑ, хӑй, каллӗ-маллӗ сулкаланса, темӗн ӑнланмалла мар мӑкӑртатать. Вара эпӗ нимӗн пӗлӗтсӗр тӑп-тӑрӑ горизонт ҫинелле пӑхса мӗн те пулин кураймӑп-ши тесе шухӑшларӑм. Урса кайнӑ австриецсем, ӑна кураймасӑр тахҫантанпах шӑл хӑйраканскерсем (хӑш-пӗр волынецсем каланӑ тӑрӑх, Гарибальди пӗр ӑна пула ҫеҫ тытӑнса тӑнӑ-ха), паллах ӗнтӗ, ҫав чӑн-чӑн волынеца купӑста туранӑ пекех вакласа тӑкнӑ. Эсир вӑрман хӗрринерех пӗр-пӗр вырӑн шыраса тупатӑр, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнатӑр, пистона пӑхса тӗрӗслетӗр, юлташупа куҫ хӗссе илетӗр. — Эге, — терӗ вӑл, — ку Джим Гокинс-ҫке, мур илтӗрех мана! Эпӗ департамента пырсанах хӑй патне чӗнсе илчӗ те ҫапла калама пуҫларӗ: «Ну, каласа пар-ха тархасшӑн, мӗн тӑватӑн эсӗ?» Вӗсем станцирен хулана ҫитичченех вӗҫсӗр лента пек тӑсӑлса килеҫҫӗ, сыхланса, хирӗҫ тӑракан пулсан, халех ҫапӑҫма хатӗрленсе утаҫҫӗ, анчах хирӗҫ тӑма халлӗхе никам хатӗрленмест-ха. Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулсан, рабочисене те, дивизион опродкомне те кирлӗ таранах парӑпӑр. — Тӗрӗс, — терӗ Джон Мангльс, — анчах мӗн каласшӑн пулчӗ-ха апла пулсан майор? — Мунча хыҫҫӑн-и? Виҫӗ чул ту — шыв ҫийӗн тухса тӑракан чулсем, сакӑр карап — Франци эскадри. Виҫҫӗмӗш шӑрпӑкӗпе ҫеҫ Андрей запала тивертсе ячӗ, анчах халӗ ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫу пуҫланнӑ чухнехи пек лӑпкӑ мар. Ҫак кунхине доктор питӗ нумай калаҫрӗ. Ӗҫлессе нумай ӗҫлерӗм, Артём. Танксем хыҫҫӑн ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе нимӗҫсен пехоти килет. Унта авиацине мӗнле ҫынсем юрӑхлине тӗп-тӗрӗс кӑтартса панӑ. — Разметнов сӗтеле хуллен ал тупанӗпе шаккаса илчӗ. «хӗрлӗ янрав» мӗн иккенне эсӗ ху манран кая мар пӗлме пултаратӑн: хуласенче эсӗ ӑна, пысӑк праҫниксенче, пӗр хутчен кӑна мар илтнӗ, анчах пирӗн таврара унашкал танлаштару ҫук… Манӑн урамсем айӗнче юхса выртакан ҫӑл шывӗ ҫук. Ҫывракансем ҫине Егорушка ҫапла пӑхса тӑнӑ май кӗтмен ҫӗртен шӑппӑн юрлани илтӗнсе кайрӗ. «Каҫ пулчӗ, киле кайма та вӑхӑт, ҫитӗ кирлӗ марпа пуҫа муталама». Апла пулсан, ӗҫлӗ интеллигенцин прависене хӗсни ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть. — Ман патран каяс пулать сирӗн, Александр Анисимович! — терӗ хӑюллӑн Яков Лукич, лешӗ хӑйпе чиперех калаҫнипе савӑнса. Магеллан хӑй тӑрӑшас кӑмӑлне чакарман. Марья Николаевна лашине юриех ҫав кӳленчӗксем тӑрӑх илсе пычӗ, ахӑлтатса кула-кула: «Атьӑр шкул ачисем пек пулар!» терӗ. Тиечук мана чӗн пушӑпа вӗрентнӗ чухне ун пек шухӑш ман пуҫа пырса та кӗмен. Унӑн тӗлӗнмелле тарӑн сассинче темле хӑратса пӑрахакан япала пурччӗ, икӗ еннелле сарнӑ, кӗсмен пек вӑрӑм аллисем чӗтреҫҫӗ, — вӗсене вӑл ҫынсем патнелле тӑснӑ. Кам айӑплӑ-ха? Мӗскер тӑвас-ха ман, мӗн тӑвас? Вӑл ӗҫсе тӑрансан, малтан ӗҫекенни каллех витре ярса тытса кукленсе ларчӗ. — Пирӗн сирӗнпе мӗн тӑвасси ҫинчен. Пит шӑммисем ҫеҫ юлнӑ, вӗсем те хӗвел ҫинче пиҫсе кайнӑ. Ҫимелли илсе килӗр! Ун хыҫҫӑн хӑйӗн каччине мухтаса илчӗ, каччи ыран уҫӑлса ҫӳреме шутлани ҫинчен аса илтерчӗ те, Санин ҫине хӑвӑрт пӑхса илсе, каллех чӗнми пулчӗ. Кӑвак тӳпе тӗттӗмленнине те, йывӑҫсен тӗксӗм тӑррисем ҫӑлтӑр ҫутинче хумханнине те, картиш тавра ларакан ҫӑмламас ҫурт тӑррин «ҫунаттисем» тӗксӗмленнине те, уйӑхпа ҫӑлтӑрсен ылтӑн евӗр ҫутипе пӗрле ҫӗр ҫийӗн кӑвак тӗтре сарӑлнине те вӑл, паллах, курман. Пӗр вӑхӑтра тата ун ҫинчен, вӑл Мексика чиккинче вӑрӑ-хурахсемпе ҫӳренӗ тесе те калаҫкаларӗҫ, анчах ку сӑмах суя пулнӑ. Вӑл, куҫ харшисене пӗрсе, тутисене пӑчӑртарӗ те, тӗкӗр ҫине тӗллесе, курокне пусрӗ. Кисренсе хускалнӑ сӑртӑн пайӗ курьерский поезд пек анаталла вӗҫет, ун ҫинче йӑваланса пыракан ҫичӗ ҫулҫӳревҫӗ сехетсерен аллӑшар миле ҫитекен хӑвӑртлӑхпа пыраҫҫӗ. Кимӗре Еленӑпа Рендич тата хура пуставпа витнӗ вӑрӑм ешӗкчӗ. Ҫав шанчӑка ҫухатнӑ пек сасӑпах хушса хучӗ вӑл сасартӑк: — Мон шер ами, ҫук-ши ҫак сирӗн… мӗнле калаҫҫӗ-ха ӑна… виҫӗ тенкӗсем? — Ӳкмест вӑл. — Мӗнле ҫырма пултарам-ха? Ку кивӗ арча чылай вӑхӑтах тытӑнса тӑрас ҫук: ӑна темиҫе хут пӑшал кӳпчекӗпе кисрентерсен, вӑл турпас пулса тӑрать… — Ҫак ватӑ та айӑпсӑр, мӗскӗн кайӑк шуйттан пекех вӑрҫать, анчах вӑл хӑй мӗн каланине ӑнланаймасть. Эсир ун пурӑнӑҫне ҫӑлса хӑваратӑр. Халӗ ӗнтӗ Софья Ивановна ӑна пӑхӑнса тӑмасть, ҫакӑн пирки те вӑл халӗ Ленӑн мӗнпур чӗре ыйтӑвӗсем ҫине пӳрне витӗр тенӗ пекех пӑхать. Унсӑр пуҫне тата вӑл Воропаев Ленӑна качча илме пултарасса нихҫан та ӗненмен. Унӑн ҫан-ҫурӑмне сивӗ тар тапса тухнӑ, чӗри сиксе тухас пек тапать, кӑкӑрӗ юлашки сывлӑшне кӑларса ярас умӗнхи пек тӑвӑрланнӑ. Унӑн сӑн-пичӗ сасартӑк тӗксӗмленчӗ. Унтан каллех заняти хыҫҫӑн заняти пуҫланчӗ, пӗр вӗҫӗмрен вуламалла. Апла манӑн чилиндрӑна ил те господасенчен ыйтса пӑх. Тухтӑр ман ҫине кӑмӑлласа пӑхса илчӗ. О, ҫав Швабрин питӗ путсӗр ҫын-ҫке. Ӑна пур енчен те тӑшмансем хупӑрласа тӑнӑ. Майор вӗсене шутларӗ. Колыба пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшипех кӑмака ҫинче выртса ирттерчӗ. Васса Званцев мӑйне шарфпа пиеленӗ. Хам пурӑнӑҫра манӑн ҫак кунсенчи пек тӗксӗмлӗх нихӑҫан та пулманччӗ. Ку тӗлӗшпе эсӗ шанма пултаратӑн. Вӑл арӑмне киле пуртӑ илме ячӗ. Вӑл чие ҫырлисене, хӗрелсе пыракан пичӗ умӗнче ҫӳле тытса тӑрса, пӗчӗк ҫыхӑсем туса ҫыхма пуҫларӗ. Карчӑкӗ тата ҫӗрлесенче турра хӗрӳллӗн ӳпкелешсе каласа паратчӗ: — Эй турӑ, акӑ ман май ҫине ҫав ҫӗрӗкскере ҫакса ячӗҫ, Викторушка — каллех аякра… — тетчӗ. Капитан арӑмӗ ӑна Гоголӗн томне пачӗ, эпӗ «Хӑрушӑн тавӑрнине» вуласа тухрӑм, вӑл мана пит кӑмӑла карӗ, анчах Смурый ҫиленсе:— Пустуй, юмах! Вӑл Рафаэле тӗпренех ӑнланса илеймен-ха, анчах Гвидо евӗр хӑвӑрт та анлӑн ӗҫлеме вӗренесшӗн, ӑна Тициан ӳкернӗ портретсем илӗртеҫҫӗ, фламандецсем кӑмӑла каяҫҫӗ. Выльӑхсене пусма чаратпӑр! — Санӑн мӗнпур кӗмӗлне ылтӑнпа улӑштармаллаччӗ! — Ҫапла, тем япала чуна хирӗҫтернӗ пек туятӑп… Ҫаксем пурте ним тӗшне тӑман ӑпӑр-тапар кӑна мар-ши? — ак мӗнле шухӑшсем тӗтреллӗн пыра-пыра кӗчӗҫ ман пуҫа тепӗр чухне, ман пуҫра ҫак шухӑшсене хӑй курса таракан юлташлӑха тата ҫамрӑксен ырӑ кӑмӑллӑ савӑклӑхне ӑмсанни ҫуратрӗ. Канат фабрикине ҫитсен, ырӑ ҫын хӑйӗн арӑмне ҫапла каларӗ: «Ак ҫак ҫамрӑк ҫын хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн ҫапӑҫнӑ, тыткӑнран тарнӑ; унӑн киле те, тумтирӗ те, ҫимелли те ҫук. — Ах, эсир, пирӗн аттемӗр! — терӗ хыттӑн Софрон. Инҫе ҫула тухсан, чайкӑсем кӑна унӑн чуллӑ ҫӗрӗсем ҫине ларса канаҫҫӗ, нумай карттӑсем ҫинче вӑл утрава кӑтартман та. Лӑпкӑ океанӑн хумӗсем унӑн ҫыранӗсем ҫине нихҫан та пырса ҫапӑнмаҫҫӗ тейӗн. Хапха ҫинче пит ҫӳлте пӗр юпаран тепӗр юпа патне ҫитиччен сарлака чул хӑма выртать. Кӑвак мустангпа пыраканӗ пуринчен те малта. Ун урисене, пӗркенсе ларнӑ ула пирне юр витсе лартнӑ. Ирхине, вунӑ сехет тӗлнелле, питӗ шавлакан, савӑнӑҫлӑ компани Тэчер судьян хваттерӗ патне пуҫтарӑнса тӑчӗ. Пурте ҫула кайма хатӗр иккен. Пуринчен ытла, пурӑнма пӗлес пулать. Учитель пысӑк кресло ҫинче, трон ҫинче ларнӑ пекех, ларать. Хыҫалта доска. Ҫӳрекелет, тетчӗҫ… Хӑйсен вӗренсе ҫитмен вулаканӗсене пуҫран шухӑшласа кӑларса ҫырнӑ тискер япаласемпе йӑпатасшӑн анчах тӑрӑшаҫҫӗ. «Ҫапах та, Максим Максимыч, кӳренӳ ан юлтӑр», — тесе тавӑрчӗ вӑл мана — питӗ лайӑх кӑмӑл ӗнтӗ, ним каламалли те ҫук! Пуянлӑх вӑл — кичемлӗх те хуйхӑ, кичемлӗх те хуйхӑ. Часрах ӳксе вилесчӗ тесе ҫеҫ шухӑшлатӑн. Ҫак шухӑш вара савӑнса хӗпӗртесе ҫӳрессине чылаях сивӗтсе пӑрахрӗ. Авдотья Васильевна пӳлӗмре чухне атте унран пӗр утӑм та хӑпмарӗ, мана хӑйшӗн вӑтантармаллах ӑна вӗҫӗмсӗр кӑмӑллӑ ӑшӑ сӑмахсем каларӗ е, ун ҫине пӗр чӗнмесӗр пӑхса, темле вӗри туйӑмпа, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑн хулне сиктеркелерӗ, ӳсӗркелерӗ; анчах атте ҫаксене пурне те ытахальтен пек, шӳтлесе турӗ, питӗ кирлӗ ӗҫ тунӑ чух та хӑйне ҫавнашкал тытасси ун йӑлине кӗнӗ. Хӑйӗн чавсисем йӗри-тавра лассо унки туртӑнса ларнине туйса илсен тин мексиканец Исидора мӗн тума шутланине ӑнланса илчӗ. Анчах кая пулчӗ. Вӗсем темиҫе утӑм утрӗҫ те, юри тенӗ пекех, шӑп портик умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Ман шӑлсене лайӑх тӗпчесе пӑхсан, ученӑйсем ман ҫинчен — ку аш ҫиекен чӗрчун, терӗҫ. Анчах вӗсем эпӗ апат епле тупса тӑранса пурӑннине ӑнланса илме пултараймарӗҫ, мӗншӗн тесен тӑват ураллӑ чӗрчунсенчен нумайӑшӗ манран вӑйлӑрах, хир шӑшисем тата ҫавӑн пек ытти чӗрчунсем — манран йӳрӗкрех. Малтан вӗсем ман ҫинчен — ку улиткӑсемпе тата тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑпа тӑранса пурӑнать пулӗ, тесе шухӑшлама пӑхрӗҫ, анчах нумайччен пит ӑслӑ шухӑшласа сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ку шухӑша йышӑнмарӗҫ. Оленина вӗсем ларакан вырӑн тӗлӗнтерсе ячӗ. — Вӑт, вӑт, вӑт… — Куҫа чавса кӑлар! — Кӗнеке вулани вӑл пит сиенлӗ, нимрен ытла — ҫамрӑк чухне, — тет вӑл. — Тухмалли вырӑн кайса шыраса пӑхатӑп, — терӗ вӑл шанчӑклӑн, кашни пӗве варринче, епле пулсан та, тухмалли ӑшӑк вырӑн пулмалла пек. — Мисс Пойндекстер, эпӗ пӗтӗмпех сирӗн распоряженире, сире мӗн кӑмӑла кайнине тума пултарсан, эпӗ телейлӗ пулӑттӑм. Сайлас тете такама та ӗненет: ҫав анкӑ-минкӗ негра ҫӑраҫҫи тыттарнӑ вӗт, ун хыҫҫӑн сӑнакан-асӑрхакан никам та ҫук. Сарӑхнӑ сӑнлӑ офицер шӑлне йӗрсе калаҫрӗ: — Ну-с, епле пурӑнкалатӑр? Эпӗ генерал патӗнчен тухрӑм та васкасах хамӑн хваттере утрӑм. Эсир ҫак пӳлӗмпе ытти пӳлӗмсен урайне ҫӑвассинчен тытӑнатӑр. Сылтӑм алли унӑн Суламифь пуҫӗ айӗнче пулнӑ, сулахаййипе вӑл ӑна ыталанӑ, — ун сывлӑшӗн ароматне пӗтӗмпех хӑй ҫинче, ҫӳҫӗсенче те тӑнлавӗсенче, туйса тӑнӑ хӗр. Тытнӑ, илсе кайнӑ, мӗнех вара уншӑн? Пирӗннисем лайӑхрах ҫавӑрса ҫапаҫҫӗ те акӑ — вӗсенчен кунта йӗпе вырӑн кӑна тӑрса юлать! Ӑнсӑртран аслӑ вырӑна тивӗҫлӗ ҫынна лартнӑ пулсан, вӑл вара мӗнле те пулин министр йӑнӑшнипе е ултавлӑ ӗҫ тунипе пулнӑ пулӗччӗ. — Вӑл сывӑ пулсан, аплаччӗ те-ха! Анчах темиҫе минутран каллех амӑшӗ енне тинкерсе пӑхрӗ. — Эсӗ вара? — Ывӑнмарӑр-и эсир? — пӗр хут ҫеҫ мар ыйтрӗ унран Санин. Йӗри-тавра пурте эпӗ халиччен курман пек темле хитреччӗ, ун урисем айӗнче ылттӑн тӗслӗ чаплӑ ковер выртатчӗ, чӳречесен кӗмӗл кантӑкӗсем витӗр, ҫав хӗрарӑм тавра ӑшӑнса, хӗллехи кун пӑхатчӗ. — Вӑл чӑнах та ҫапла. Анчах эпӗ ҫапах та сирӗншӗн хӗпӗртетӗп. Ҫапла вӗт, Сергей Константинович?.. — Пулма пултарать. Вӑл хӑйӑра васкавлӑн икӗ пая пайларӗ те, пӗр пайне, ҫивитти татӑкӗпе чӗркесе, пысӑк чул хушӑкне чиксе хучӗ, тепӗр пайне каллех хутаҫне тултарчӗ. — Хам сирӗн умма тухса тӑриччен, эсир мана нимӗн чухлӗ те пӗлмен. Гусев ҫакна пӗтӗмпех шута илчӗ. — Пулӗ те. Те хӗр ача, те ҫитӗннӗ хӗр — ӑнланма ҫук, пӗчикскер… Нимӗнле уйрӑмлӑх та ҫук. Берсенев тухса кайрӗ. Юнашарти сӑртсен тайлӑмӗнче вырнаҫнӑ дикарьсем вӗсем ҫине пӑшалпа персе тӑма пултараҫҫӗ, ҫавӑнпа та унтан пӗр сиенсӗрех иртсе кайма май пулмасть. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем ӗнтӗ вӑрҫӑра пулса курнӑ, тӗрлӗ сӑлтавпа хӑйсен чаҫӗсенчен тухса кайнӑ та арми ҫумӗнче тӑракан запасри полка лекнӗ; теприсем фронта хальтерех кӑна килнӗ те вӑрҫӑра пулса курман-ха. Вӑл — жандарм, — терӗ. Паян курса кӑшт сӑмахласа пӑхрӑм та — хам куҫпа курнине, хӑлхапа илтнине хам та ӗненмерӗм, чӑн калатӑп! — Вӑран, вӑран! — тенӗ шӑппӑн Синопа амӑшӗ, Шурӑ Кашкӑр енне пӗшкӗнсе. Вӑрманта хӑрушӑ пулнине, абрексем яланах ҫак вырӑнсенче пытанса ҫӳренине Оленин пӗлнӗ. Пӗтӗм попугайсенчен Джека пурӗ те тӗссӗр кӑвак тӗклӗ, хӗрлӗ хӳреллӗ жакона ҫеҫ кӑтартрӗҫ. Вӗсем йывӑҫсен айӗнче чупса ҫӳреҫҫӗ. Тӗл пулакансем ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑраҫҫӗ. Укҫу пур-и? Тумтир илсе кил е парса яр, хыпар-хӑнар пӗлтер, хӑвӑртрах!» Эпӗ ҫавӑн пек саса илтӗнекен вырӑнсене хамах аса илтӗм: акӑ Лондонри святой Павел соборӗн шалти галерейӗнче, уйрӑмӑнах Сицили утравӗнчи ҫӗр хӑвӑлӗсенче, Сиракузӑра чул кӑларакан шахтӑсенче те ҫаплах илтӗнекен вырӑнсем пур, вӗсенчен чи чаплӑраххи «Дионис хӑлхи» ятлӑ. Ҫав вӑхӑтрах манӑн ывӑл Хӗрлӗ Ҫарта, апла пулсан вара, эпӗ хамӑн сасӑ правине каялла тавӑратапах-ҫке. Чӑнах ӗнтӗ, эп хам та, темӗскер, апла маррине туятӑп… — Васса! — кӑшкӑрнӑ Званцев. — Тумлан!.. Федотка сурчӑкне ҫӑтса ячӗ, пӗр шарламасӑр пуҫне сӗлтрӗ. — Хӑвӑрӑн чаплӑ тусӑр патне кайӑр, — терӗ ӑна Марья Николаевна (ун чухне Висбаденра темӗнле ди-Монакко ятлӑ принцесса, начар лоретка евӗр курӑнаканскер, пурӑннӑ), — мӗншӗн ман пек плебейка патӗнче лармалла сирӗн? Епле шухӑшламан-ха вал ун ҫинчен ӗлӗкрех! — Ҫук, ҫук, эпӗ сиккипе, эсир мана алӑ май мар. Зиночка ӑна ҫӗнӗ фигура туса кӑтартнӑ. Ҫав тери хӑвӑрт ӗрчекен пулӑ. Пӗр-пӗр ту ҫинчи ялта тумтирӗме улӑштарса тӑхӑнӑп та тӳрех — Румыние! Ху шухӑшна каласа пама сана пысӑк ирӗк паратӑп. Дворник анаталла чупса анчӗ, кӑшкӑра-кӑшкӑра чупрӗ, унӑн кӗпи ҫаннисем ҫилпе вӗлкӗшсе пычӗҫ, хӗвӗ парус пек хӑпарса пычӗ. Хӗвел анман пулсан та, таврара сӗм-тӗттӗм. — Итле-ха, кала-ха тӗрӗссипе, Купря, — терӗ кӑмӑллӑн Николай Еремеич, кӑшт хавасланса кӑмӑлланнипе пулас: — вут хутаканнинче лайӑх мар вӗт? Эпӗ ҫамӑркрах пулнӑ пулсан, шутласа тӑрас ҫукчӗ… Тӗлӗнмелле. Лосьпа Гусева сывлӑш винчӗсен хытӑ кӗрлевӗ вӑратрӗ. Пӗтӗм халӑх ушкӑнӗпе шыв хӗрринелле Томпа Беккие хирӗҫ чупнӑ, вӗсене хулари ҫынсем уҫӑ кӳме ҫине лартса, хытӑ кӑшкӑрса хӑйсем туртса пынӑ. Ушкӑн кӳмене хупӑрласа илнӗ, пӗрле пыракансемпе пӗрлешнӗ те пӗрмай «ура» кӑшкӑрса аслӑ урам тӑрӑх чаплӑн утнӑ. Эпӗ площадка хӗррине пырса тӑтӑм та аялалла пӑхрӑм, пуҫӑм кӑштах ҫаврӑнаймарӗ: унта, тупӑкри пек, сӗм-тӗттӗм те сивӗ туйӑнать; вӑйлӑ ҫумӑрпа е иртен вӑхӑтпа катӑлса ӳкнӗ чул ту тӑррисем хӑйсен ҫимӗҫне кӗтеҫҫӗ. — Упа ҫури ҫинчен-и? — уншӑн пурпӗрех пек калать Яков. Хулпуҫҫийӗ урлӑ маузер ҫакнӑ, кӗсьинчен граната аври курӑнса тӑрать. Урасем йывӑррӑн таплаттарнине пула урай чӗтӗрене-чӗтӗрене те лаштӑр-лаштӑр авӑна-авӑна илчӗ, мазурка такчӗпе пӗрешкеле килсе, тӗрлӗ тӗспе выляна-выляна чӑнкӑртатрӗҫ люстра ҫаккисем, тикӗссӗн хумхана-хумхана чӳхенчӗҫ чӳречесен тюль каррисем. — Ҫук ҫав… Ачасене ҫав ҫырма патне яхӑнне те яман, ҫавӑнпа та вӗсем ҫав вырӑнтан сехӗрленнӗ. — Сана никам та курмарӗ-и? — шӑппӑн каларӗ Вера, ман ҫума лӑпчӑнса. Пӗр сана ҫех тивӗҫӗҫ манӑн мӗнпур каҫӑмсем. — Килсе ан тӗкӗнӗр, барин! — ман ҫине пӑхса, кӑшкӑрчӗ леҫник. Анчах та пӗвене татмалли вӑхӑт ҫитмен-ха. Эсир пӗлетӗр, манӑн икӗ вӑкӑр, лаша, ӗне, арӑм тата виҫӗ ача пур. Асаплантармаллах вӑрӑма тӑсӑлнӑ ку. Ҫын нумай чухне сӳтсе-явма кансӗр. — Эпӗ вӑлтасем илсе килмен, — терӗ Тоня. Сасартӑках вӑл нимӗҫсем тӑван Камышин урамӗсем тӑрӑх утнине курчӗ. Пӗр унӑн ҫеҫ пӳрчӗ манӑнни пек. Вӑл кӗве пекех ҫӑмӑлскер пулнӑ, ӑна Пашута тесе чӗннӗ. Анчах кулса кӑна янӑ патша, вӗсене ҫӑвӑнмашкӑн кашнине уйрӑмшаррӑн кӗмӗл тазпа кӗмӗл кӑкшӑм пама хушнӑ. — Эп маттурскер, эпӗ мыскараҫӑ, — терӗ вӑл. — Сире нимӗн те каласшӑн мар, — татӑклӑн хирӗҫлерӗ Лушин. Эпӗ ҫапах та ӗҫетӗп… Тӗттӗм пушӑлӑх мана ӑшшӑн ыталаса илсе, ман чун ҫумне куҫа курӑнман пиншер сӗлӗх пек ҫыпӑҫса ларать, вара майӗпе эпӗ ыйхӑланӑ пек ҫемҫелсе кайнине туятӑп, мана пӑтравлӑ пӑшӑрхану пӑлхатма пуҫлать. «Колхозпа ӗҫлетпӗр пулсан, — плугсене те пӗр-пӗрин хыҫҫӑн ямалла», терӗҫ. Хӑратӑп та, тен эпӗ ӑна киревсӗр асаплантартӑм, тертлентертӗм пулӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӗнӗ вырӑнне хӑнӑхса та ҫитеймен-ха, эпӗ унӑн пӗр йӑнӑшне те каҫармастӑп, вӑл йӑнӑш тусанах киревсӗрӗн савӑнатӑп. Старик ӑна ӑнланчӗ. Уэлдон йӑмӑкӑм! Ҫак самантра ун хыҫӗнче шавлани илтӗнсе кайрӗ. Вара пӗтӗм ӗҫ сан ҫине йӑтӑнса юлать… Эпӗ хыҫалалла тартӑм. Астӑватӑп — вӑл калаҫать, эпӗ, унӑн намӑссӑр куҫӗсенчен пӑхса, унӑн пур сӑмахӗсемпе те килӗшетӗп, вӑл мана пыртан ҫавӑрса тытнӑ пекех туйӑнчӗ. Тухтӑр Инсарова пӗр харӑсах сӗлӗх, вӗтӗ шӑна, каломель пама ҫырса хӑварчӗ, юн яма хушрӗ. — Атьсем, Варламова курмарӑр-и эсир? Кӗҫех уяр та шӑрӑх ҫу ҫитрӗ. Вара ҫав тери хуйхӑрнӑ кунсенче ман тавра ни лаша, ни йыта пулманшӑн, эпӗ хамӑн хуйхӑ ҫинчен йӗке-хӳресене те пулин каласа пама ӑс ҫитерейменшӗн шеллерӗм, — вӗсем пекарньӑра питӗ нумайччӗ, вӗсемпе эпӗ туслӑн пурӑнаттӑм. Вӗренекен ачана малтан выҫварла ҫав хута ҫитереҫҫӗ те, кайран виҫӗ кун хушши ӑна шывпа ҫӑкӑрсӑр пуҫне нимӗн те памаҫҫӗ. — Учитель вӑл пиртен иртсе кайрӗ-ха, эпир те ӑна хуса ҫитме тӑрӑшӑпӑр. Саксем патне таврӑнсан, эпӗ часах гимназистсенчен, турӑ пӗлет-и мӗнле майла пурне те пӗлекенскерсенчен, хама «пиллӗк» лартнине пӗлтӗм. Эпӗ унччен пачах та кун пек туйманччӗ, пурӑнманччӗ. — Сирӗн унта ҫав тери каяс килни Доминикино йывӑрлӑхра пулнӑ пирки мар, эсир ҫавнашкал япаласене юратнӑ… Эпӗ туса ҫитереймерӗм пулсан, апла эпӗ пултараймарӑм пулать. — Ку сана кӑмӑла кайӗ, анчах ан варала! Ӑнланатӑн-и? Анчах ҫак каланисем пур ҫӗрте те пӗр пек мар. Пӗр самант эсӗ те мӗнччӗ… эпӗ ахаль мар артист: асӑрхатӑп. Ман атте ҫапла шутланӑ: «вӑл хӑех картина ҫинче эсрел вырӑнӗнче пуласшӑн, ара,ку питӗ лайӑх», тенӗ. Ун ҫине ӗҫ тиесе тултарчӗҫ. Туннель ҫурма ҫутӑ ханкӑрпа вӗҫленчӗ. Вӑл йӑлтах ывӑнса ҫитрӗ, анчах мӗн пулса иртнине унӑн ҫийӗнчех пӗлесси килчӗ. — Синьор Риварес, эпӗ сирӗн пата кардинал пек, епископ пек тата судья пек те килмерӗм. Эпӗ тӳсме сӑмах патӑм. — Ну, юрӗ, эпир илсе килсе парӑпӑр сана. Марья Николаевна куҫне хӗсрӗ. Ҫапах та вӗсем Машка Ступа будочника, пӗтӗм хулана култарса пурӑнакан, яланах ӳсӗр ҫӳрекен ҫынна, ун патне хӗтӗртсе ячӗҫ; Чӑннипе, Уйӑх ҫинче шыв пачах ҫук, эпир халь ӑна хамӑр куҫпах куратпӑр. Эх, ҫав асран кайми вӑхӑтсенче, пурнӑҫ унӑн аллинче, асаматла кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан екатериновка текен хут укҫасем пекех, ҫутӑлса кӑпӑртатса тӑнӑ чухне, мӗнле кӑна тӗлӗксем куҫкӗретӗнех тӗлленмен-ши Яков Лукич! — Ӑҫта эс, ухмах? — кӑшкӑрчӗ Ергушов. Анчах иккӗмӗш эрне вӗҫнелле чӑнкӑ сӑрт ҫинчен аннӑ чух такӑнчӗ те Воропаев аманнӑ урине тата кӑкӑрне хытах ыраттарчӗ. — Эсӗ хӑҫан та пулин короле курнӑ-и? — ыйтать вӑл. Манӑн хӗр… — О, мистер Вулли, сирӗн негр унтан хӑрамасть. Лаши пуҫне те, хӳрине те ҫухаттӑрччӗ хӑть. Макара пеме меллӗ: Тимофей, ҫаплах тимлӗн итлесе, пӗтӗм пӗвӗпе сылтӑмалла пӑрӑнса, сулахай аякне кӑтартса тӑрать. — Мӗн ҫинчен пырать калаҫу? — хӑйӑлтатса тухакан пӳлӗнчӗк сасӑпа ыйтрӗ вӑл. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл хӑйӗн ҫӳҫне тӑпӑлтарса кӑларма та, пуҫне стена ҫумне ҫапма та е, кӑкарнӑ йытӑ пек, ҫӗр ҫине лаплатса ӳксе улама та, е тата кама та пулин пулӑшӑва чӗнсе кӑшкӑрма хатӗр пулать, анчах кама чӗнӗ — вӑл ӑна хӑй те пӗлмест. — Ачасем, кам Севастопольте тата Сталинградра пулнӑ, ҫавӑ пур ҫӗрте те пулса курнӑ! Эпӗ йывӑҫсен симӗс те сулхӑн тӑррисене куртӑм. Ҫӗрпӳртсем туса ҫемйисене вырнаҫтарсанах, арҫынсем партизана кайнӑ, хӗрарӑмсемпе ачасем ҫуркуннеччен нушаланма вӑрманах тӑрса юлнӑ. Шухӑш ҫакӑнтан малалла аталанмарӗ, ӑна пӗтӗмпех пусса лартакан салхулӑх та ӑш пӑтраннинчен килнӗ туйӑм хупласа хучӗҫ. Ытлашши шӗвек атмосферӑна пула сасӑ та аякран илтӗнмест, кунта пӗр сас-чӳсӗр шӑплӑх. — Апла пулсан, хам тухса каятӑп! — кӑшкӑрса ячӗ Марийка. Ҫавӑнтанпа вӑл унӑн практикӑллӑ ӗҫӗсене хутшӑнса ӗҫлеме пуҫларӗ. — Куратӑр-и, епле инкек… — сысна ҫинелле кӑтартса, именчӗклӗн, сӑмахне ҫыхӑнтараймасӑр, калаҫма тытӑнчӗ Лукашка. — Ҫӗлен пек ӑслӑ! «Турӑҫӑм, вӑл! — Ҫук, мӗн тума! — Эсӗ пире каласа пани хытах шиклентерет. Малтанхи хут эпӗ халиччен пӗлмен ҫӗршыва сӑнакан ҫыннӑн савӑнӑҫне туйса илтӗм. Вӑл трубкине ҫакрӗ. Ҫӳлӗк ҫинчен поездсем хӑш вӑхӑтра ҫӳренине кӑтартакан расписани илчӗ. Вилме вара вӑхӑчӗ ҫитнӗ, мӗншӗн тесен пурте ватӑ, манран аслӑраххисем те пур. Мана лектерме йывӑр пулман, мӗншӗн тесен манӑн пурнӑҫӗ ҫавнашкалли пулнӑ. Эпӗ ӗнтӗ ирӗклӗ ҫын! Гек мар пулсан, эпӗ ӑҫтан ирӗке тухайраттӑмччӗ-ха. Поселок картти те кунтах, ун ҫине темӗнле ӑнланмалла мар паллӑсем чӗркелесе тултарнӑ. Хуҫасем кӗнеке ҫине ҫавӑн пек пӑхни ман куҫ умӗнче тӑруках ӑна пит ҫӳлӗ вырӑна хӑпартса ячӗ, ӑна пысӑк та хӑрушӑ вӑрттӑн япала вырӑнне шутлаттарма пуҫларӗ. Ҫук, юратнӑ ҫыннӑм, шӳт тӑватӑн, кунта эсӗ хамӑр коляскӑсене мар, акӑлчансенне те тӗрӗс-тӗкел хӑвармӑн! Терраса ҫинче икӗ акӑлчан художник ларнӑ. Акӑ халӗ ӗнтӗ санӑн пӗр тӑрук икӗ юлташ пулать. Ку темӑпа тавлашусем час-часах пулатчӗҫ, вӗсенчен пӗри мана уйрӑммӑнах хӑрушла пӑлхатса ячӗ. Пирӗн ытти коммунистсем те саламлаҫҫӗ. — Миҫемӗш сехет? Хам должноҫа кура ман сӑмса шӑтӑкӗсенче ялан утӑ тусанӗ тӑп-тулли. Эсир тупса панӑ шухӑш, Айртон, пирӗншӗн пуринчен те хаклӑраххи пулӗччӗ, пире мӗн кирлине эсир каласа парсан, эпӗ темӗн тума та хатӗр сирӗншӗн! «Апла эс, кум, дьякӑн ҫӗнӗ пӳртӗнче пулман эппин?» — терӗ хӑйӗн кумне килтен тухакан Чуб; кумӗ типшӗмрех, вӑрӑм ҫын. Кӗске тӑлӑппа, сухалӗ ҫитӗнсе кайнӑ: янахне пӗр-ик эрне хушши ҫава татӑкӗ тӗкӗнмен темелле (пирӗн ял ҫыннисем бритва ҫук пирки сухалӗсене ҫава татӑкӗпе хыраҫҫӗ). «Унта халь вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ пулать! — терӗ Чуб шӑлне йӗрсе. — Кая юлас марччӗ пирӗн». Ҫапла каланӑ хушӑра Чуб тӑлӑп ҫинчен туртса ҫыхнӑ пиҫиххине тӳрлетрӗ, ҫӗлӗкне лайӑхрах пусса лартрӗ, урамра тапӑнса йӑлӑхтаракан йытӑсене хӑратма хатӗрленӗ пушине чӑмӑртаса тытрӗ. Унтан вара ҫӳлелле пӑхрӗ те шак хытса тӑчӗ… Ҫавӑн пек уйрӑмлӑха пула авалхи грексем ун йышши ҫӑлтӑрсене «планетӑсем», урӑхла каласан, «вырӑнтан вырӑна ҫӳрекен ҫӑлтӑрсем» тенӗ. Шӑпах вӗсем ӗнтӗ чӑн-чӑнни ҫинчен калаҫҫӗ. — Твороженковӑн, — кӳренсе ответлерӗ хӗрача, хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе. Петька Мускав тӑрӑх шыракаласа ҫӳрӗ те, Даша инке ахлатса сывлӗ! Намӑссӑр эсӗ, чӑнах та намӑссӑр! Мӑн урана ҫаратса, вӑрласа ҫӳренӗшӗн татса илмен — эпӗ ӑна вӑрҫӑра ҫухатрӑм. Ятлӑ та хушаматлӑ чӗрӗ ҫынсем ҫинчен калав хатӗрленет, вӑл калав залра Воропаева итлесе ларакан ҫынсем ҫинчен пулать. Ҫын ҫынах. — Полк 5-мӗш бастионра, ҫапла-и? — Апат юлашкисем пирки ӑна калӑр вара. «Турӑҫӑм, каҫарсам ман ҫылӑхӑмсене!», терӗ вӑл, хӑлаҫланса илсе, кӑштах ҫӗкленчӗ те ӑнсӑр пулса ӳпне ӳкрӗ. Ҫук-ҫук! Доклад тӑваканӑн шухӑшӗсем уҫҫӑнах паллӑ пулман, анчах Артур ӑна пӗтӗм тимлӗхпе итлерӗ. Пӗрремӗш юланучӗ пекех, вӑл та пӗртте васкаман, анчах апла пулин те, кӗретех хӑй хытӑ пӑшӑрханнине палӑртса пынӑ. Эпӗ, хамӑн пуҫӑм ҫаврӑнса кайичченех унӑн ҫӑварӗнчен вӗртӗм пулин те, ӑна мӗн пулӑшнине пӗлеймерӗм. Вӑл икӗ тӑлланӑ лашана хӑваласа пырать; Базаров патӗнчен иртнӗ чухне, ун ҫине темӗнле тӗлӗнсе пӑхса, ҫӗлӗкне хывмасӑр иртрӗ. Марьяна пачах та урӑхла, вӑл чиперкке мар, анчах та калама ҫук илемлӗ! Укҫине ҫийӗнчех парсан, тенкӗ те ҫирӗм пилӗк пус илет; ассигнаципе тӳлесен, тенкӗ ҫурӑ илет, кивҫенле — виҫӗ тенкӗлӗхпе пӗр тенкӗлӗх хут укҫалла парать. Ҫав вӑхӑтрах колхоз ӗҫӗ ҫӗнӗ, калама ҫук кирлӗ ӗҫ. Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, пусма ҫине хӗрлӗ ҫӳҫлӗ те пысӑк кукӑр сӑмсаллӑ лутра ҫамрӑк еврей тухса тӑчӗ; хытӑ кӑтра ҫӳҫе хушшинчен ун кукши курӑнать, вӑл йӑлтах кивелсе кайнӑ кӗске ҫанӑллӑ та ҫаврака аркӑллӑ пиншак тӑхӑннӑ, кӗске шӑлаварпа, ҫавна май ҫын пек мар, тӗкне татнӑ кайӑк пек туйӑнать. Эпӗ мӗншӗн кулнине сиссен, килйышсем те кулса ячӗҫ. Старикӗ, ытла та айванскер, ҫиленнипе кӑмӑлсӑр пулчӗ. Вӑл халӑх хушшинче хыткукар тесе шутланнӑ; ман инкеке, кун пек чап уншӑн чӑнах та тивӗҫлӗ пулчӗ. Ыйт-ха эсӗ унтан! — Эх, юррисем те вара! Ун пек юрра-кӗвве ялта нихӑҫан та илтменччӗ, — терӗ куларах, блиндажа чупса кӗни. Анчах сасартӑк шари ҫураслах янӑраса кайрӗ такамӑн ҫивӗч, сӗмсӗр, урмӑшнӑ сасси: — Ухмах! Малтан ытлашширех калаҫнӑ Агеевна халь хӑй те ӗненме пуҫларӗ, калаҫу шӑп та шай Яша каланӑ пек пулса иртнине халь вӑл хӑй те пӗр иккӗленмесӗрех ҫирӗплетрӗ: — Ҫапла ҫав, хӗрарӑмсем! Вӑл халӗ хӑюлланса ҫитрӗ. Пуртта, мӑлатука, алла тытма май пур япаласене — хӑнӑхнӑ, анчах кунта япали ҫӗр пӑт туртать, ҫапах та хӑй чӗрӗ пек. — Елена, — терӗ вӑл темле тӗлӗнмелле сасӑпа хыттӑн, — мана пӗччен хӑвар-ха, кай. Шыв вырӑнне кӑварлӑ лава юхать пулсан, унӑн чӑрмавӗсем кунран ытларах пулаймӗччӗҫ. Капитан Грили экспедицийӗ ҫинчен кӑна ҫырман иккен. Мӗнле кӗнеке-ха ку? Эпӗ ӑна икӗ хут вуласа тухрӑм. Лайӑх кӗнеке тесе шутларӑм. Ҫитменнине тата ӑна тинӗс офицерӗ ҫырнӑ. Мӗнле вӑхӑтра тата! 1910 ҫултах иккен. Ку кӗнекере хӗрарӑм моряк пулма пултарнине кӑтартса панӑ. Азов тинӗсӗ хӗрринчи пулӑҫсен пурнӑҫӗнчен илнӗ фактсене те кӗртнӗ. Унта иккен хӗрарӑмсем чи хӑрушӑ самантсенче те арҫынсенчен юлса кайман, хӑюллӑрах та пулнӑ. Часах вигвама ватӑран та ватӑ юмӑҫ, Хӗвеле кӗл тӑвакан жрец пырса кӗнӗ. Унан хыҫҫӑн салтаксемпе хӗрарӑмсем, Шурӑ Кашкӑрӑн тӑванӗсемпе вӗсен арӑмӗсем пырса кӗнӗ. Паллах, Сегал кайсан, пирӗн диамат кружокӗ те саланса каять. Ӗнер ҫӗрлечченех ун патӗнче лартӑмӑр, хамӑр «шефа илнисен» ҫитӗнӗвӗсене тӗрӗслерӗмӗр. Губкомол секретарӗ Аким тата учёт пайӗн пуҫлӑхӗ йӗрӗнчӗк Туфта пычӗҫ. Ҫӑтӑр-ҫатӑр турӗ ҫирӗп сӑран, ҫапах та ҫурӑлмарӗ. — Пурнӑҫ маншӑн хӑрушланчӗ. Эпӗ пӗр-пӗччен, хампа хам тӑрса юлтӑм. Вӑл театрта лартакан пьесӑсенче те обер-офицерсем ҫинчен кирек мӗн каласан та юрать, анчах штаб-офицерсем ҫине тапӑнни вырӑнсӑр тесе шутлать. Вӑл Балабина формӑллӑ кӗпи ҫаннинчен ярса тытрӗ те ҫурма сасӑпа темскер кала-кала кӗтесселле ҫавӑтса кайрӗ. Эсир те, ытти граждансем, хирте пурте ҫакӑн пекех ударлӑ ӗҫлеме тивӗҫ, ҫавӑн пек ӗҫлесен анчах эпир хамӑр колхоз ятне тӳрре кӑларӑпӑр, унсӑрӑн пирӗн пӗтӗм Совет Союзӗ умӗнче намӑс курма тивет, факт! Уйрӑммӑнах ҫинҫе туналлӑ хурӑнсем уҫҫӑн шуралса ҫуталаҫҫӗ, вӗсен чӗлтӗртирех ҫулҫисем ҫине, калӑн, такам кӗмӗлленӗ ҫӳп-ҫӳхе те витӗр курӑнакан тап-таса виткӗҫ уртса янӑ. Ӑнлантӑн-и? Шинеле мӗнле чӗркекеленӗ, Веденеев? Умбракул… — Чей ӗҫер, атту — пит шӑрӑх, — терӗ вӑл. Вӗсен хушшинче пӗр кивӗ шӑвӑҫ та тупӑнчӗ. Ответ шыранӑ пек, Зеб йӗри-тавра пӑхса илнӗ. Ашшӗ шухӑшлать пулас: — ман хӗр хӑй тӗллӗн арҫынна куҫ хывтарма пултарас ҫук, тет пулас, — ҫавӑнпа та вӑл ӑна кӗмӗлпе эрешлесшӗн. Унӑн ӑрасна, ҫӗрлехи шухӑшсем, хунар ҫутти пек нумай енлӗ шухӑшсем пур. Ҫакӑн ҫинчен аса илетӗп те халӗ, ун чухне хальхи пек лӑпкӑ пулнӑ теейместӗп ҫав хама. Ҫав ҫӗлӗк пекки ӗнсе тӗлӗнче кӑштах ик еннелле уҫӑлса тӑратчӗ, тет, ҫав хушӑкран вара ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫ тыткӑчи курӑнатчӗ, тет. Хӑшӗ-пӗрисене халь юн шӑрши те виле шӑрши ҫеҫ кӗнӗ пек туйӑнать. — Тӗлӗнмелле! Питех те чаплӑ!.. Кӑнтӑрлапа амӑшӗ тӗрме канцеляринче Павела хирӗҫ ларчӗ, унӑн сухаллӑ сӑн-питӗнчен тӗтре карнӑ куҫпа тинкерсе пӑхрӗ, хӑй ҫав вӑхӑтрах пӳрнисем хушшине хыттӑн хӗстерсе тытнӑ ҫырӑва памалли саманта кӗтрӗ. — Сире вӑратрӑмӑр-и эпир? — сывлӑх сунмасӑрах ыйтрӗ Самойлов, яланхи пек мар ӗҫлӗ те ҫилӗллӗскер. Пичӗ унӑн чӳрече еннелле пӑхнӑ; аллисене, ача пекрех, чӗркуҫҫийӗсем хушшине хӗстерсе тытнӑ, чӗри пӳлӗм янламаллах хыттӑн тапнӑ. — Ҫапах та? — Ҫапла ҫав, телейсӗр Роберт! — терӗ Паганель те, куҫӗсене шӑлса. — Эпӗ… Эпӗ кӑвайт чӗртнӗ хушӑра Джим утиял ҫине выртрӗ те, — унта вилӗ ҫӗленӗн мӑшӑрӗ пулнӑ-мӗн, — ҫавӑ Джима сӑхса илнӗ. Натали пирӗн крыльца патӗнче кӑшкӑратчӗ, унӑн сасси тата хытӑрах та хытӑрах, хӑй ҫӗнтернӗшӗн савӑннӑ пекрех янӑратчӗ. Колхоз правленийӗн членӗсенчен Осип Михайлович ҫеҫ тӑрса юлнӑ, — вӑл та пулин, чирлекеленӗ пирки, килте ларнӑ. Ӗлӗк-авал ҫав кивӗ мӑнастире паттӑр яхтӑ хупӑрласа тӑнӑ, яхтӑ тӑрринче туллиех вӗҫен кайӑк йӑви пулнӑ, лапсӑркка турачӗсен хӳттинче пӗчӗк чиркӳ пытанса ларнӑ. Марьянӑн сивлек отвечӗ ӑна тӗлӗнтерчӗ пулас. Хӗрхеннӗ кӑмӑлпа пайтахчен пӑхса тӑтӑм ун ҫине, ҫак самантрах акӑ унӑн ҫӳхе тутисем аран-аран палӑрмалла йӑл кулса илчӗҫ, хам та пӗлместӗп вара, темшӗн ҫавӑ ман кӑмӑла питех те хуҫрӗ. Каҫару ыйтӑр, е эсир вилетӗр! — Уласа йӗрӗттӗн-ха! — кулса ячӗ Назарка. — Тӗрӗс, ачам, вӗсем пӗлчӗҫ, — тенӗ Синопӑн амӑшӗ. Халӗ ахаль куҫпа пӑхсан та унӑн икӗ мачтипе трубинчен мӑкӑрланакан хура тӗтӗмне сӑнаса илме пулать. Кирек мӗнле ҫунакан япала та ҫутӑ курӑнать. Сӑмахран, ҫурта ҫулӑмӗ, электричество лампинче ҫунакан пралук, ҫумӑр пӗлӗчӗ хушшинчен сирпӗнсе тухакан ҫиҫӗм — ҫавсем пурте ҫутатаҫҫӗ. Итлӗр-ха… эпӗ ун чухне сире чуптуманччӗ вӗт… Вӗҫсе кайрӗ, йӑскӑнскер, — терӗ те Павел кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ. «В полi могыла з вiтром говорила» юрра кашни илтмессеренех унӑн куҫӗсенче куҫҫулӗ палӑратчӗ, ҫав калаҫӑва итлеме вӑл хӑй те хире ҫӳреме юрататчӗ. — Эпӗ, хохол, эсӗ кулнине юрататӑп… Столярӗ, пит пултаракан маҫтӑр, эпӗ кӑтартнӑ тӑрӑх, вунӑ кун хушшинче вылямалли кимме мӗнпур хатӗрӗсемпе туса пачӗ. Вара вӑл мана кӳршӗри пӳлӗме кӗртрӗ, пӳлӗмӗ пысӑк курӑнать, шкапӗ тулли кӗнеке, алӑк вырӑнӗнче симӗс портьера ҫакӑнса тӑрать. Ха-ха-ха! Ҫул та, хырсем те, кӑваккӑн курӑннӑ лӑсӑллӑ вӑрман ҫинчи ҫутӑ ярӑм та ҫухалчӗҫ… Кашни страница ҫинех хӗрлӗпе туртса тухнӑ, вӗҫӗнче вара: «Идеализм. — Акӑ епле!.. — тесе шухӑшларӗ те вӑл каллех ыйтрӗ: — Вилсе кайнӑ пулсан тата? Дик Сэнд, ҫывӑрмасть пулсан та, ӑна урӑх ыйту парса чӑрмантармарӗ, хускалмасӑр выртрӗ. Вӑл пӗлтӗр хӑйӗн приказчикне унӑн арӑмӗшӗн вӗлернӗ текен хыпар ҫӳрет. Округра улпутсем пуррипе ҫуккине ку таранччен ҫут тӗнчере никам та асӑрхасах кайман пулсан, халь вӗсем тӑтӑшах офицер господасемпе куркалашма е тепӗр чух картла выляма килкелесе кайма пуҫларӗҫ. Баймакова, ассӑн сывласа илсе, хушса хунӑ: — Ҫиҫӗм те вӗлерет… …Ҫу варринче йывӑр кунсем килсе тухрӗҫ. Вӑл вӗсем валли тем те тӑвать иккен. Кам пулатӑн эсӗ? — Мӗн эсӗ! — хӑраса ӳкрӗ Нагульнов. Эпӗ ӳсӗр марччӗ! — Ырӑ пикеҫӗм, куна ӗнтӗ Мартын Задека та калаймӗ. — Пӗлместӗп. Ку калаҫу пирӗн ытларикун пулнӑччӗ; эрнекун хайхи, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, чӑнкӑ ҫыран хӗрринче выртаттӑмӑр, табак пӗтнӗ пирки эпӗ ҫӗр хӑвӑлне табак илме чупрӑм, унта хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен вырта парать. Эпӗ сире пӗр сусӑрлансан ҫеҫ куратӑп, — терӗ амӑшӗ хуллен, ывӑлӗн мӗнпур пек пурлӑхне таса сумкӑна майласа чике-чике хунӑ май. Ытла ир. Варламов йывӑрланса ларнӑ пек, ун айӗнчи лаша апла-капла хускалкалама тытӑнчӗ. Аркадий Базарова нимӗн те каламарӗ, вӗсем кашниех уйрӑм шухӑшсемпе ҫывӑрма выртрӗҫ. Хуллен-хулленех Том хӑйне асап кӑтартнисене пурне те нимӗн вырӑнне те хуми пулчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те шутсӑрах ывӑнса ҫитнӗ пулас та, Бекки ҫапла каланӑ: «Эпӗ татах каятӑп», — тенӗ. — Пытар мана, — тесе ыйтнӑ тухтӑр. — Эсӗ таврӑнтӑн… эсӗ таврӑнтӑн иккен! Акӑ мӗн, ирхине эсир кунта ача ярӑр — Людмила патӗнче унта арҫын ача пур — малтан вӑл килсе пӑхтӑр. «Совет влаҫӗ ҫӳлтен вӗҫет, анчах епле ҫӗре анса ларнине те курӑпӑр-ха! — Ну, ҫитрӗ! Мӗн тери пысӑк вӑй кӗрлетчӗ юнра! Вӑл вара ҫакӑнта ҫырнине, вулакан мӗн пӗлнине, пӗтӗмпех хӗрӳллӗн тепӗр хут каласа панӑ. — Генерал! — хӑвӑрт пӗлтерчӗ связной. Хирти ҫӗр тӗмисем — ытлашши пиҫсе ҫитнӗ арбузсем майлах — ҫӗлен пек авкаланчӑк ҫурӑксемпе йӗрленсе пӗтнӗ. Июнӗн 12-мӗшӗнче капитан вельботне шыв ҫине антарнӑ. Анчах вӑл васкани мана пӑхтарчӗ те, эпӗ пӗрре курсах ӑна палласа илтӗм. Ривареса тӑлмач пулма илнӗ, вӑл вара ҫав экспедиципе пӗрле виҫӗ ҫул хушши ҫӳренӗ, вӗсем Амазонка: шывӗн юпписене тӗпчесе пӗлнӗ. — Пирӗн… ҫынсем… Тӗрӗс-и? Акӑлчан хӑйӗн темӗнле справочникӗ ҫине пӑхса илчӗ те:— Мӗнле каларӑр эсир? Сапун-ту-и? — тесе ыйтрӗ. Шӑпах ҫав самантра ун патне пӗр темле хӗрача пырса тӑчӗ, аллинче унӑн ҫыхӑччӗ. — Кӑҫал кама та пулин вӗлернӗ-и, Бак? Хӑйне тӗлӗнтерекен шухӑша, хыпчӑкпа хӗстерсе илнӗ пекех, ярса тытнӑ. Эпӗ темскер кирлӗ-кирлӗ мар сӑмах каланӑ пекех пурте шавлама пуҫларӗҫ, Кораблев ман ҫине кӳренчӗклӗн пӑхса илчӗ. Ӑҫта кайса кӗнӗ кунта унччен яланах мӗнле те пулин ӗҫпе хӗвӗшсе ҫӳресе ҫак вырӑна чӗрӗ сӑн кӗртекен халӑх? Дубцов каласа пани Давыдова пӑлхантарса ячӗ. Апат ҫинӗ май эпӗ шӑнкӑртаттарнине вӗсем илтеймен. Ывӑлӗ хӑй пӑлханнине палӑртасшӑн пулмарӗ, анчах офицер кулнӑ чух унӑн пӳрнисем тӗлӗнмелле хускалса тӑчӗҫ, ҫавна кура амӑшӗ ывӑлне жандарма чӗнмесӗр тӑма йывӑррине, вӑл шӳт тунисене тӳссе тӑма хӗн пулнине туйрӗ. Казначейство канцлерӗпе адмирал сире чи асаплӑ та намӑслӑ вилӗмпе вӗлерттересшӗн хытӑ тӑчӗҫ. Вӗсем ҫӗрле, эсир ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, сирӗн ҫурта вут тӗртсе ҫунтарса яма сӗнчӗҫ, эсир тухса тарса хӑтӑласран, ҫарпуҫне сирӗн ҫурта йӗри-тавра ҫирӗм пинлӗ ҫарпа хупӑрласа илсе, сирӗн пит-куҫпа аллӑрсене наркӑмӑшла ухӑ йӗпписемпе персе суранлатма хушрӗҫ. — Ҫавӑ ҫав, пирӗн патра пурӑнаканни. Кам пӗлет ӑна, ӗнер ирхине кӑна ҫӳретчӗ, каҫхине ӗҫме ҫеҫ ыйтрӗ, пирӗн хуҫа майри ӑна шыв кайса пачӗ, ҫӗрле вара пакӑлтатма тытӑнчӗ, пире илтӗнет, мӗншӗн тесен стена хӑмаран; паян ирхине пачах калаҫаймасть, пӗр хускалмасӑр выртать, мӗнле пӗҫертет ӑна, турӑҫӑм! Кайсан-кайсан Испани мӑкӗ вӑрӑм шурӑ сухал евӗр сырӑннӑ йывӑҫсем тӗл пула пуҫларӗҫ. Вӑл кӑмӑлсӑррӑн чавси ҫине ҫӗкленчӗ те пӗр вӑхӑт тимлесе итлерӗ. — Ӗҫлеме кансӗрлеҫҫӗ вӗсем мана, тет. Воропаевӑн халӗ шухӑшламашкӑн каллех вӑхӑт нумай. Эпир хамӑра-хамӑр сулӑ ҫумне ҫыхса лартрӑмӑр. Пухура хӗҫпӑшаллӑ восстани хатӗрлесси ҫинчен асӑннӑ. Джемма халӗ ӗнтӗ унӑн юлташӗ пулнӑ, вӑл ӑна юратнӑ. — Пӗлместӗп, — терӗ те Яков, тӳрех пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе тарласа кайрӗ. Хамӑрӑн тӑшмансем вӑйланасси патне, тата колхоз юхӑмӗн идейине халӑх умӗнче куҫран ӳкерсе пӗтерсе хурасси патне илсе пыраҫҫӗ. Эсир памфлетра хӑш-пӗр улшӑнусем тума тата унӑн чӗлхине кӑшт ҫемҫетме килӗшетӗр тесе калама пултаратӑп-и эпӗ юлташсене, е… Анчах ку япала нумай вӑхӑта тӑсӑлать. — Тархасшӑн, куна ан та пӑхӑр эсир. Лида делегаткӑсен канашлӑвне ирттересшӗн, Развалихин ячейка ӗҫне майлаштарса ямӗ пырать. Тӑван ачин суккӑрлӑхӗ уншӑн та ӗмӗр сывалми чир пулса тӑчӗ. Ҫав сывалми чир ытлашши нишлӗ ачашлӑхра та, ача хӑйӗн асапне кашни палӑртмассерен амӑшӗн кӳтсе ҫитнӗ чӗрине куҫа курӑнми пин-пин хӗлӗхпе ҫыхакан, ӑна пуҫӗпех тыткӑна илекен туйӑмра та палӑрчӗ. Шантарсах калама пултаратӑп, ун чухне ӑна пӗртен-пӗр сюжет кӑна интереслентернӗ. Тепӗр ҫавӑн пекех ырӑ аван каҫ темиҫӗ компас пӑсӑлчӗ, вара «Пилигрим» вӑйлӑ тӑвӑл вӑхӑтӗнче тӗрӗс ҫултан пӑрӑнчӗ. Гальмало ылтӑн лилине тутипе перӗнсе илчӗ. Ҫак укҫана эпӗ сана парнелесе паратӑп. Тепӗр виҫӗ кунран эпӗ таврӑнмасан… Макар ятлаҫса илчӗ, ун хыҫҫӑн утрӗ. — А эпӗ ӑна: «Мура кайтӑр сан хӗстернӗ сывлӑшу!» — тетӗп. — Кӑвар пек тӗлкӗшетчӗ йӗкӗт, — терӗ Медведев. Ян каякан шав пӗтӗм таврана илтӗнчӗ; пӗр сӑрт ҫинчен тепӗр сӑрт ҫине куҫса кӗмсӗртетрӗ. — Ҫапла, ҫавӑрчӗ. — Вӑрҫӑ питӗ кансӗрлерӗ вӗсене, ҫапах та эсир хӑвӑр супӑне Австрире вырнаҫтарса пӗтериччен вӗсем кӗл айӗнчен ура ҫине тӑрӗҫ, тесе шутлатӑп эпӗ. Анчах карап таврашӗнче ниҫта та нимле хуҫӑксем те курӑнмаҫҫӗ. Ку пӗр ҫакна ҫеҫ пӗлтерет: «Вальдек» арканнӑранпа чылай вӑхӑт иртнӗ. Анчах ку хутӗнче пурте татӑклӑнах Мерри енче пулчӗҫ. Белецкий чаплӑн, анчах та хӑйне мӑнаҫлӑрах та ирӗкрех тыткаласа, сӗтел умне пычӗ те Устенька сывлӑхӗшӗн пӗр стакан эрех ӗҫрӗ, унтан ыттисене те ҫапла тума чӗнчӗ. Аслӑрах ачисем вӑранчӗҫ те нӑйкӑша пуҫларӗҫ. Одарка Павел ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те кӑмӑлсӑррӑн:— Мӗн, эсӗ кӑнтӑрлахи апата хатӗрленетӗн-им? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Кӑшт иртерех пуль. — Ҫапла, — терӗ Белецкий, ҫакнашкал калаҫусене юратманскер. — Ҫумӑр айӗн сухалама юрамасть, Давыдов юлташ. Пӗлсен, сирӗн таса чунӑр ҫӳҫенсе кайӗ! — Калӑр-ха, эсир ӗлӗк кампа ҫапӑҫнӑ? — тесе ыйтнӑ Майкель Келли. Лешсем этемӗн какайне ӗмӗр курман пек хыпса янӑ. Пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫини ун апатран писнӗ хырӑмне ыраттарма ҫеҫ пуҫларӗ, вӑл вара темиҫе минутлӑха вырӑнтан хускалаймасӑр чарӑна-чарӑна тӑчӗ. Эсӗ епле шухӑшланӑччӗ тата? — Мӗнех вара… — тесе пӑшӑлтатрӗ те Уэлдон миссис Негорӑна тинкерчӗ. Вӗсем ҫине пӑхсан, кровать айӗнче ҫӗнӗ сарӑ пушмаксем тӑхӑннӑ ҫын урисене тулалла кӑларса, саркаланса выртнӑн туйӑннӑ. Ҫавӑнпа эпӗ сана акӑ мӗн сӗнетӗп. — Ман шутпа, санӑн ӑшчикку мар, чуну ытларах чӗтренӗ пек туйӑнать. Ма-ха апла? Старик те шарламарӗ. — Ҫапла та пулӗ; анчах эсӗ ман ҫине ан пӑх: кашни ҫынӑннах ҫывӑрнӑ чухне сӑнӗ айван. Хӑй пӗлекен ҫынсенчен ӑна Тихон Вялов пуринчен ӑслӑ пулнӑ пек туйӑннӑ; вӑл ҫынсем ҫине лӑпкӑн пӑхнине, вӑл тӑрӑшса ӗҫленине сӑнаса, Яков дворнике ӑмсаннӑ. — Кальфукура та. Пухусенче эпӗ унпа пӗрре кӑна тӗл пулман, пӗррехинче эпӗ ана Красноярскинчен Игарка та леҫсе хӑварнӑччӗ. Унӑн пире шӳт туса кӑтартас килнӗ. — Пире, паллах ӗнтӗ, ыранах персе пӑрахаҫҫӗ. Кӗпер ҫинче хӑйӗн профессорне тӗл пулсан, ӑна курман пек пулса ун ҫумӗпе йӑпшӑнса иртрӗ, профессор вара аптраса ӳксе нумай вӑхӑт ним ӑнланса илеймесӗр юпа пек хытса тӑчӗ. Каҫсах каяс тесен, эсӗ паян хӑтланнӑ пек мар, ӑспа хӑтланмалла. Тимӗрҫӗ эрешлесе пӗтернӗ симӗс сӑхман тӑхӑнма пуҫларӗ ҫеҫ, сасартӑк алӑк уҫӑлчӗ те пӳрте кӗрсе тӑнӑ позументлӑ ҫын кайма вӑхӑт иккенне пӗлтерчӗ. Елена Николаевнӑна ҫуратни унӑн сывлӑхне начарлатнӑ, ун хыҫҫӑн вӑл текех ача ҫуратма пултарайман; Пин шуйттан! Георгипе Ольга мӑкӑрланса юлнӑ тусан витӗр тухсан, ту айлӑмӗнчи темӗнле хулан тӗтӗмӗ, трубисем, башнисем, кантӑкӗсемпе тимӗр-тӑмӑрӗсем курӑнса кайрӗҫ. Амӑшӗ ҫумӗпе Николай, халиччен пулман хӑвӑртлӑхпа вӑркӑнса, чӑмӑртанӑ аллине тӑсса иртсе кайрӗ. Маякинӑн тата Тарас ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ, анчах ҫемьере унӑн ятне асӑнман; кун пирки хулара ҫакӑ ҫеҫ паллӑ пулнӑ: вунтӑхӑр ҫулхи Тарас, Мускава вӗренме кайсан, виҫӗ ҫултан ашшӗн ирӗкне хирӗҫ авланса янӑ, — ҫакӑншӑн ӑна Яков ывӑллӑхран кӑларнӑ. Тӗллевленсе-ӑнтӑлса сарӑлакан пӗлӳ вӑйӗ чикӗсӗр». Кӑшт тӑрсан, вӗсем патне хӑйсемпе пӗр класра вӗренекен йӑваш та мӑрантарах Демьянов пычӗ. Хӗрсен калаҫӑвӗ мӗн вӑл пыричченех йӗркеллӗ ҫыхӑнса пымарӗ. Пӗррехинче вӑл ӑна чирлесе ӳкнӗ Ольга вырӑнӗ патӗнче тӑнине курчӗ; вӑл кофта ҫаннисене тавӑрса, таз ҫине пӗшкӗнчӗ те, алшӑллине шывпа йӗпетсе илсе, тӳрленсе тӑчӗ; ҫав тери яштака, хӗрӗнни пек пысӑках мар кӑкӑрлӑскер, вӑл чӑтма ҫук илӗртме пуҫларӗ. «Тавтапуҫ», тет-ха тата, — тупнӑ! Ку сӑмахсем вырӑнлӑ пулнине ӑнланма ҫӑмӑл, мӗншӗн тесен, эпир каллех ҫурҫӗр енчи ҫыран хӗррине пырса чарӑннӑ пулин те, хамӑр малтан ишсе кайнӑ тӗле пыман «Гретхен порчӗ» хӗвеланӑҫӗ еннерех выртнӑ пулмалла. Вӑл ялан хӑйӗн пӳлӗмӗ тӑрӑх, аллисене хыҫалалла тытса, сайра-хутра е кантӑк умӗнче, е тӗкӗр умӗнче чарӑна-чарӑна тӑрса, халь те вӗри пӑнчӑ пур пек туйӑннӑ мӑйӗ ҫинчи вырӑна тутӑрпа хуллен сӑтӑрса утса ҫӳрерӗ. Ярмаркӑра манӑн ҫав ҫынсем пӑта, кирпӗч, хӑш таврашӗ ан вӑрлаччӑр тесе астуса тӑмаллаччӗ; ман хуҫа патӗнче ӗҫленисӗр пуҫне вӗсен кашнинех хӑйсен подрячӗсем пурччӗ, кашниех вара хӑй валли ман сӑмса айӗнчен мӗн те пулин пӗҫертсе кайма тӑрӑшатчӗ. Вӑл вӗлернӗ ирландец, пуҫне татса илнӗскер, хӑйӗн пуҫне аллисемпе тытса пыраканскер пулчӗ-и, тен?… Чӑтлӑхран сасартӑк сиксе тухнӑ Зеб Стумп кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Зеб сунарҫӑ ҫӗҫҫи туртса кӑларнӑ та йытӑ умне пӗшкӗннӗ; лешӗ хӑраса каялла чакнӑ, анчах кунта нимле усал шухӑш та пулманнине пӗлсен, лӑпланнӑ. Пӗрре, ачасем вигвам хыҫӗнчи вӑрманта вылянӑ чухне, амӑшӗсем икӗ йытти ҫине япаласем тултарнӑ тюксем хунӑ, виҫҫӗмӗш йыттин йӗнерчӗкӗнчен пӗр пек вунтӑватӑ ҫинҫе те вӑрӑм туясем ҫӗр ҫуммипе сӗтӗрӗнсе пымалла ҫыхса лартнӑ. Хӗре кашни ир темле тӳсейми тунсӑхпа кӗтеттӗмӗр. — Ан тив, каласа пӗтертӗрех ӗнтӗ мучи. — Турра кӗлтума каякансем ҫумне эсир пӗр ҫул юппинче хутшӑнӑр, ҫав ҫул юппине эпир сире картта ҫине паллӑ туса кӑтартӑпӑр, эсир вӗсене: эпир тусем хушшинче аташса кайрӑмӑр, тесе калӑр. Хӑй тусӗ канаш панине итлесе, ман хуҫа пасар кунӗ ҫитсенех мана ещӗк ӑшне лартса кӳршӗри хулана илсе кайрӗ. Ман пӗчӗк няньӑна та хӑйпе пӗрлех илчӗ; вӑл ӑна хӑй хыҫне йӗнер ҫине лартрӗ. Этем вӑл, тӑванӑм, карап ҫинчи лоцман пекех… Эй, шапа, тух! — терӗ. Фома, хӑй умӗнчи ҫыннӑн физиономийӗ мӗнле вылянса тӑнине курса, старик унӑн ашшӗнчен хӑранине ӑнланса илнӗ. Мӗн шухӑшласа тӑмалли пур унта? Кашни ҫур милӗн ҫурринчех пӑрӑнса кӗрсе ҫавӑрӑнса каймалла, ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем каҫчен йӑлтах ывӑнса ҫитрӗҫ. Кил ман патӑма, Вета, — лар кӑштах манпа пӗрле, — вӑл вара хӗрачана ҫеп-ҫемҫе шурӑ тутӑр хӗррипе пӗркерӗ. — К-ком-бат — сирӗн патра-и? Benone! Эпӗ пӑхрӑм, — ку сӑмаха ниепле те шанман пек пулса хулпуҫҫисене пӗркелетӗп. — Ну, утмӑл тӑватӑ километр вӑл ҫӗр чӑмӑрӗн радиусӗнче ҫӗр пайӗнчен пӗр пайӗ ҫеҫ пулать-ха. Эпӗ хам вилни ҫинчен мӗнле ҫырнине пӑхмасӑрах пӗлетӗп. Ҫапах та килте лайӑхрах». Ир ҫывхарса килет, чечексем уҫӑлаҫҫӗ, иҫӗм хӑйӗн ыра шӑршине юхтарса сапалать, юрлас вӑхӑт ҫитрӗ, улатӑпа сасси илтӗнет тусем ҫинчен. — Э! апла пулсан, урӑхла ӗҫ!.. Сан патӑнтан тухсан, кашнинчех Токарев патне кайса унпа тепӗр хут вӗренетӗп. Кӗтӳ хӑй еннелле чупса пынине курсан, вӑл лашине чул куписем патнелле пӑрнӑ. Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан хӗрарӑм кулса ячӗ. Ҫакна каланӑ май вӑл аллине ҫав тери татӑклӑн, нимрен хӑраман козак урӑх никам тума пултарайман йывӑр ӗҫе килӗшнӗ чухнехи пек сулса ячӗ. — Эпӗ кӗнеке хурчӗ пекех, — терӗ ректор. Лукашка хавас, тет, пырать-ха. Ҫапла, вӑл пулӑшни пире ҫав тери хакла ларчӗ. Пӳлӗм тӑрӑх пӗр ывӑҫ ассигнаци тытнӑ кукша пуҫлӑ та уссисӗр офицер уткаласа ҫӳрет. Темӗнле тӗлӗнмелле, хумханмасӑр тата пӗтӗрӗнмесӗр шӑп шыв варрипе юхса пырать вӑл. Капитан пӑшалӗ те ҫурӑмӗ хыҫӗнче курокӗпе ҫӳлелле пулнӑскер, йӗпенмесӗр юлчӗ. — Ҫук, ҫӑмӑл. — Дикарьсем-и! — терӗ вӑл. Столовӑйӗнче япӑх пӗҫереҫҫӗ, — суйрӗ вӑл карчӑка, кухньӑри сӗтел ҫине пур ҫимӗҫсене те кӑларса хурса. Нимӗҫ: ҫитсенех правительство янӑ комиссар пырать те сире ыйтать, терӗ. Пирӗнпе курнӑҫнӑ чух вӑл хурланни мана иментерчӗ; хамӑр тӗллӗн кӑна эпир кукамайшӑн ним те мар иккенне, эпир уншӑн асаилӳ вырӑнӗнче пулнӑран ҫеҫ хаклине ӑнлантӑм, вӑл мана чуптунисем пурте пӗр шухӑша пӗлтерчӗҫ: вӑл ҫук, вӑл вилнӗ, эпӗ ӑна текех курас ҫук! — Пусмине ҫӗтӗк-ҫатӑкран явса тунӑ вӗт, Гочкис аппа, — пӳлчӗ унӑн сӑмахне Демрел карчӑк. Хӗрарӑмсем, кочегара Наталья патӗнчен аяккалла тӗртсе ярса, Натальйӑран каҫару ыйтнӑ пек, унпа калаҫма тытӑнчӗҫ: — Эс ан итле ӑна, куратӑн вӗт, ӑсран тухнӑ вӑл. Эпӗ, сирӗн преосвященство, сире тепӗр хут, ҫине тӑрсах шантарса калатӑп, эсир килӗшменни хулари лӑпкӑ пурнӑҫшӑн хӑрушӑ. Шухӑшӗ йӑлт пӑтрашӑнса кайрӗ. — Гриша провинцире, Саратовра, — терӗ Иван Павлыч — ӑна курманни чылай пулать ӗнтӗ. — Тепӗр тесен, чӑрманни-мӗнни ҫук пулсан, пӑхма та юрать, — хушса хучӗ вӑл пӗлес килнипе. Вӑл сывлӑшне тарӑннӑн, хӑрӑлтатса ҫавӑрчӗ те майӗпен пӳрнисене тӳрлетрӗ, тутин пӗр кӗтессипе йӑл кулса илчӗ: — Ийе-еппле айван халӑх! — Пулӑшни усӑллӑ пулсан, мӗншӗн пулӑшас мар-ха, — терӗ Варвара, Лена Наташа Поднебескӑна юратнине тата ӑна хӑйне усӑ тӑвассишӗн мар пулӑшнине питӗ лайӑх пӗлет пулин те. Ну, пӗлетӗп. Кравцов — бюрократ?! Хутран-ситрен Рыбин, пӑнчӑ тунӑ пек, пӳрнипе сӗтел ҫине ҫапа-ҫапа ларчӗ. Ун патне ҫӑмламас ула кушак пычӗ. — Майор юлташ, — терӗ Озеров, полк командирӗ патнерех пырса. Пуллине ветчинапа пӗрле ӑшаларӗҫ те тӗлӗнсех кайрӗҫ: ку таранччен вӗсене нихҫан та пулӑ ҫавӑн пек тутлӑн туйӑнман. — Чарӑр ҫав ват тухатмӑша! — терӗ Пугачев. Вӗсене эпӗ ним те каламастӑп: ан тив, выляччӑр, нимӗне те ан тивччӗр ҫеҫ, кӑмӑлӗсене кайнӑ чухлӗ выляччӑр!» Сывлӑш нӳрлӗ те ӑшӑ. Имшеркке ачана тӗл пулсан, вӑл яланах:«Ҫакӑн пек путсӗршӗн…» — тесе шухӑшларӗ. — Ӑнлантӑм, — тесе пӳлчӗ ӑна Черняк, — ак эпир сана прошени ҫырса парӑпӑр, жид. Вӑрӑм ҫӳҫӗсем пӗтӗмпе шап-шурӑ шуралса кайнӑ. — Эсир: эпӗ унччен те… тесе каласшӑн, — терӗ Елена. Вӑл темшӗн ывӑннӑ тата ҫилленнӗ пек туйӑннӑ. Артура курсан падре яланхи пек савӑнмарӗ, унӑн пичӗ-куҫӗ тӗксӗмленчӗ. Вӗсенчен пӗрне ҫеҫ В. саспаллипе асӑннӑ. Николай Антоныч ҫавна начар аш туянса янӑ тесе айӑплать, ашне вара Югорский Шар патне ҫитичченех тинӗсе кӑларса пӑрахнӑ, тет. Каярахпа тин куртӑмӑр, хаҫачӗ ҫинче хакне те кӑтартнӑ иккен — пилӗк пус тӑрать. Калаттаратӑпах эпӗ ӑна! Укҫана ман ума хӑех кӑларса хурӗ-ха вӑл. Унсӑрӑн эпӗ ӑна лайӑх кӑтартатӑп! Хӑй юратса кайман-и вӑл? Хӑш-пӗр ҫӗрте тата пӗр-пӗр кинеми, хӑй те ура ҫинче аран тӑраканскер, кутӑнлашакан, чӑтма ҫук тирпейсӗр ӳсӗрӗлнӗ упӑшкине ҫаннинчен ҫулса тытнӑ та йӗре-йӗре, ятлаҫа-ятлаҫа килнелле сӗтӗрет… — Эсир ҫапах та килӗштернӗ эппин? — тесе ыйтать судья, вӑл чарӑннӑ хушӑра. Эсир хӑвӑр памфлетӑра санфедистсене хирӗҫ ҫырнӑ, анчах вулакансенчен нумайӑшӗ вӑл чиркӳпе ҫӗнӗ папӑна хирӗҫ пырать тесе шухӑшлӗҫ; тактика енӗпе илсен халӗ вӗсене хирӗҫ ҫырма юрамасть. Инсаровӑн туратсем тӑрӑх хӑпармалла. Начартарах тавернинче иккӗмӗш номерӗ темле вӑрттӑнла йышшискер пулнӑ. — Каҫалапа шхуна Данин ҫурҫӗр вӗҫӗнчи Скаген сӑмсахӗ умӗнчен ҫавӑрӑнса иртрӗ, ҫӗрле Кагеррак тӑрӑх пырса, Линлнес сӑмсахӗ ҫывӑхӗнчен Норвегин кӑнтӑр енчи вӗҫӗнчен пӑрӑнчӗ те, Ҫурҫӗр тинӗсне тухрӗ. Тухтӑр ҫав урам вӗҫӗнчен епле те пулин хӑтӑлса тухасшӑн пулса Петканчов урамнелле чупнӑ. Анчах хаяр шӑпа унта та хӑй хыҫҫӑнах пынӑ, вӑл шӑпах хӑйне йӗрлесе шыракансен тӗлне тухнӑ. — Мӗнле христианин пултӑр вӑл! — Вӑл тамӑкран мӗнле тухнине халь те астуса илейместӗп. — Эсир ача мар, эсир ӑнланма пултаратӑр. Эпӗ хамӑн пӳлӗмрен виҫӗ кун тухмарӑм, никама та курмарӑм, ача чухнехи пекех куҫҫульпе йӑпанса, нумай йӗтӗм. — Миссионер теҫҫӗ, пӗлетӗп вӗт? Чӑннипе каласан, тӗнчере кам курнӑ-ши ҫав вутлӑ драконпа Горыныч-ҫӗлене? Вӑл яланхи пекех ырӑ кӑмӑллӑ та лӑпкӑ, улшӑнман, сухалӗ ӳссе кайнипе кӑна ватӑрах пек курӑнать, тата ывӑҫ тупанӗсем малтанхи пек мар, шуралнӑ. Сунарҫӑсенчен ваттисем те, ҫамрӑккисем те пурте шартах сиксе ӳкеҫҫӗ. Уретник килет те кашнинчех сехрине хӑпартса хӑварать: «Эпӗ, тет, сана кирек хӑш вӑхӑтра та персе чикме пултаратӑп. Нихӑҫан та курман вӗсем турӑпа пӗр тан патша е мӗнле те пулин ахаль министр ҫакӑн пек усал вилӗмпе вилнине. Андрей сӑмавар ҫӗклесе кӗнӗ чух Весовщиков, тӗкӗр умӗнче тӑрса, ҫапла каларӗ: — Хам сӑна нумайранпа курман эпӗ… Йӗри-тавра пурте куҫса пырать, ҫывӑрмасӑр чӗтренсе тӑрать, лӑпкӑ, анчах ҫине тӑрсах пулса пыракан пурӑнӑҫпа пурӑнать. Эпӗ вӗсене питӗрсе хӑвартӑм, уҫҫи манра. — Эпӗ мӗн ыйтнине калӑн-и мана? — ыйтрӗ Оленин каллех, хӗр патнелле пӗшкӗнсе. Мюльреди йӗнер ҫине сиксе ларчӗ. Вӑл хӑйне те дворянин тесе шутламан, помещик вырӑнне хуман, сӑмах майӗн каласан, хӑй камне нихӑҫан та «манса кайман», хӑй вара пӗрре каланипех ларман, ҫӗнӗ хӑна пырса кӗрсен вӑл ҫав тери танлӑн та ҫав тери ӑшӑ кӑмӑллӑн ура ҫине тӑнӑ пирки, хӑна вара ирӗксӗрех ӑна аяларах пуҫ тайнӑ. — Эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, Гекки, — тесе пуҫласа ячӗ вӑл, — эпир кунта килнине вилнӗ ҫынсем килӗштереҫҫӗ-ши? Нина Капитоновна хуллен ҫеҫ аллине сулчӗ. Воропаев кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Тӗнчипе паллӑ трагиксем Дэвид Гаррик-КӗҫӗннитатаЭдмунд Кин-Асли! Жухрай алли хӑвӑрт кӗсьине кӗрсе кайрӗ, анчах ҫавӑнтах калле тухрӗ. Пӳрте, пуҫне чӗркесе ҫыхнӑ, начарланса кайнӑ, сӑнӗ пӗтнӗ Серёжа Брузжак пырса кӗчӗ. Ун хыҫӗнчен Вальӑпа Климка кӗчӗҫ. — Тӑвансем! Хӑйпе вылякан ҫине пӑхрӗ, Леденев тӑванлӑн, ыррӑн кулса илчӗ. Ҫав ҫӑва ӗҫсе хӑтланиччен, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем хушшинче ларсах вилем пӗреххут! Тепӗр кунхине, вилме ӗлкӗреймен Щукарь мучи тӑрса тухнӑ та хутор тӑрӑх лакӑштаттарса пырать, кашни тӗл пулан ҫыннах ҫапла каласа парать хӑй: ун патне Давыдовпа Нагульнов хӑнана пынӑ пулать, вӗсем ҫак мучирен акана тухас тӗле ака-суха таврашне юсаҫ тӗлӗшпе тата колхозри ытти ӗҫсем пирки канаш ыйтнӑ пулать. Ҫав тери хыпӑнса ӳксе, анчах та пӗлсе, витӗр курса перет вӑл. «Ларӑр ӗнтӗ, ларӑр! Сӑрт тӳпинче йывӑҫсем сайра, ҫавӑнпа та пире кайма ҫӑмӑлрах пулчӗ. Сӑрт айкки хӗвеланӑҫ еннелле чалӑш пулнипе, халӗ эпир анаталла антӑмӑр. Ӑна алӑра тытма-и? — Пӗлессӗм килет. Ун пек пулсан та, пурпӗрех ҫавах пулса тухать. — Ирхинеччен, — сӑпайлӑн тавӑрчӗ Лукашка. Пиншер пӗчӗкҫӗ пӳртсем курӑннӑ пек мана. Ну, кала: манран мӗнпе лайӑхрах вӑл, мӗн пирки вӑл унӑн чӗрине ҫав тери ҫирӗп кӗрсе ларнӑ? Астӑватӑн пуль, паҫӑр тинӗс патӗнче вӑл ӑна колбаса пӑраха-пӑраха паратчӗ. Мӑшӑрлӑ пурӑнма пуҫланӑранпа пиллӗкмӗш ҫул ҫине кайсан, ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртрӗ: кӳршӗри Поликарп ҫар службинчен таврӑнчӗ. Лушка вӑл — вӗре ҫӗлен, унпа вӑл тӗнчери революциччен пурӑнма мар, йӑлтах тӗп пулать. Кунти ылханлӑ начальниксем патӗнче ҫӳремелле. Унта пурӑнакансем нимӗҫ княжествисенчен сахалтарах пулсан, ун вырӑнне сурӑхӗсем мӗн тесен те чылаях вара. Фома ун ҫине пӑхса илнӗ, унтан, ҫак ҫын тӗлӗшпе хӑйӗн ӑшӗнче темӗнле хисеплӳ евӗр туйӑм пуррине сиссе, асӑрхануллӑн тухса кайнӑ. Сывӑ пулччӑр ҫавӑн пек патриотсем! Ҫурҫӗр ҫитеспе ывӑннӑ хуҫа, ташлама чарса, каҫхи апат пама хушрӗ, хӑй ҫывӑрма кайрӗ. Ну, эпир вара люксене уҫрӑмӑр та, таран тума, хамӑрӑн броньпе самолетсене хӳрисенчен ҫапма тытӑнтӑмӑр. — Генерал повӑрӗ килет ав, унтан ыйтӑр… Аллӑ пуслӑх кӗмӗл Ун патне кайса килес тенӗ кун мӗн иртенпех шӑв-шав тӑчӗ. — Кам та кам рубка патне ҫывӑха килет, — терӗ майор, лӑпкӑн, — эпӗ ӑна йытӑ вырӑнне хурса ҫапса вӗлереп. — Чӗвӗлти чӗкеҫӗм! Ӗҫлеме пӑрахсан ун патне эртеле каҫхи апат ҫиме карӑмӑр, каҫхи апат хыҫҫӑн Петӗр хӑйӗн ҫыннипе Ардальонпа тата Хумма ятлӑ ҫамрӑк ачапа Шишкин пычӗ. Эпир ҫакнашкалах тумланнӑ, икӗ рет тӑрса тухнӑ хурал хушшипе темиҫе пӳлӗм витӗр тухрӑмӑр, юлашкинчен утрав пуҫлӑхӗ йышӑнакан пӳлӗме пырса кӗтӗмӗр. Ҫав вӑхӑтрах халӑх хушшинче хӑйсен ӗҫӗсемпе пӗтӗм Сечӗпе хисеплӗ ҫынсем шутланакан, пӗрре кӑна мар старшина пулнӑ кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ стариксем те тӗл пула пуҫларӗҫ. Мексикански Америкӑра именири ҫурта гасиенда тесе калаҫҫӗ, апла калани тӗрӗс мар пулсан та, Каса-дель-Корво ҫуртне Индж фортӗнчен тупӑпа персе ҫитермелли вырӑнта туса лартнӑ, унтан вара шурӑ ҫурт стенисен пӗр пайӗ курӑнса ларать. Сарлака черкески, тӗл-тӗл ҫурӑлнӑ ҫӗлӗкне чеченецсем пек ӗнсе ҫинелле антарса лартнӑ, йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫинчен аялалла антарса янӑ. — Кунта. Вӑл шыв юхакан ҫӗртен тӑчӗ те ҫӳлелле пӑхрӗ. Вӗсем Севастопольрен апат-ҫимӗҫ леҫсе таврӑнакан вырӑс мужикӗсен пысӑк обозне хирӗҫ пулчӗҫ, халӗ ӗнтӗ вӑл чирлисемпе аманнисене тиесе таврӑнать, кашни лавӗ ҫинех сӑрӑ шинеллӗ салтаксемпе хура пальтоллӑ матроссем, хӗрлӗ феска тӑхӑнса янӑ грек волонтерӗсемпе сухаллӑ ополченецсем тиеннӗ. Пире вӑл эпир йӑнӑш ҫулпа ҫӳренине кӑтартса пачӗ, вара документӑн содержанине ҫӗнӗрен лайӑх ӑнлантарса пачӗ, халь ӗнте пирӗн нимӗн иккӗленсе тӑрасси те ҫук. — Ҫук, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд, пуҫне сулкаласа. Эсӗ, акӑ, — терӗ вӑл, ларчӑк ҫинче ларса пыракан мужике: — эсӗ ӑслӑ, арӑму пур-и санӑн? Том ҫавна сисрӗ те пур майпа та пиратсене йӑпатма тӑрӑшрӗ. Хӑрах куҫлӑскер питӗ уҫҫӑн каларӗ: итлемесен хӑлха чикки. Унтан Даша инке мана: «Эсӗ таса мар», терӗ. Вара ваннӑна кӗрсе ҫӑвӑнма тӳрӗ килчӗ. Ҫапла пӗр кун иртсе кайрӗ. Каҫ кӳлӗм, ҫуса тасалнӑ хыҫҫӑн, ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ столовӑйӗнче лартӑм. Саньӑпа Даша инке пӗри — сылтӑм енче, тепри — сулахай енче манпа юнашарах вырӑн йышӑнса, ман ҫине кӑмӑллӑн пӑхса ларчӗҫ. Тӳррипе калатӑп, мана темле аван мар пек туйӑнса кайрӗ! Маншӑн тӗнче тикӗс — тӑватӑ еннелле те ҫул!.. Чун ыратни карланкине пӑвать, никам нимӗнле пулӑшу пама пултарайманни, сехри хӑпни хӗре пӗтӗмпех ҫавӑрса илет. Христина ӗсӗклесе йӗре пуҫларӗ. Пуҫа шӑнӑҫман хуйхӑпа вӑй-халӗ пӗтсе ҫитнӗрен турткалана-турткалана илет ҫамрӑк ӳчӗ. Пӗр сӑмах каламасӑр, сывпуллашмасӑр тухса кайрӗ ак хутортан. Кунта вара ҫынсем йӗрӗнчӗк те намӑс япалана илемлӗ те тесе тесе шутлаҫҫӗ. Тепӗр минутран вара иккӗш те, ҫилӗпе тулса кайса, пӗрне-пӗри шӑтарас пек пӑхса калаҫҫӗ: — Хырӑм хыҫҫӑн каякан эсӗ, намӑссӑр кӗҫҫӗ пит, ав ҫинипе мӗнле хырӑм ӳстерсе янӑ… Хӑйӗнчен ҫӗр утӑмран ытла та мар — сурӑх кӗтӳ кӗртмелли вырӑн пур, унта ҫӑкӑр та нумай, чӑкӑчӗ те, сӗчӗ те, тӑпӑрчи те тем чухлех… Сунарҫӑ яланах пӗр тӗлте, пӗр вырӑнта, икӗ чалӑш йӑмра айӗнче ӳссе ларнӑ ҫумкурӑксем, вӗлтренпе пиҫен ӑшӗнчен тухса тӑнинче темле тӗлӗнмелле, аван мар япала пулнӑ. «Вырӑсем кабардинецсемпе ҫапӑҫнӑ е упӑшкин тупӑкӗ ҫине ӳксе вилекен хитре магометанка» тата ҫавӑн йышши пӗтӗм литература та ман кӑмӑла тултараймастчӗ, час-часах ҫилентерсе тарӑхтарса яратчӗ: ӗненме май ҫук япаласем ҫинчен йывӑр сӑмахсемпе каласа кӑтартса, кӗнеке манран, ухмахран кулнӑ пек, мӑшкӑлласа кулнӑн туйӑнатчӗ. Вӑл нимӗнле ӳкӗте те кӗмест, хӑйӗн хӑлтӑркка урапине шав малалла сӗтӗрет, урапа ӳречи ҫине куҫса выртнӑ сӳри мӗскӗннӗн чӑнкӑртатса пырать… Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ҫынсем тӗлӗнсе те пӗтерейменччӗ, совет ҫыннисем вӗсене пушшех те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗҫ. Вӑл панулми кӑшлать, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе аялтарахри нотӑсемпе «тин-тон-тон, тин-тон-тон» текелесе, пӑрахут пек вӑҫӑммӑн шӑхӑркаласа илет. Хӗвел горизонтри ҫумӑр пӗлӗчӗсем хыҫне пытанчӗ. Вӑл аллипе суранӗнчен тытса ҫӗре персе анчӗ. «Сыв пулӑр, пансем-тӑвасем-юлташсем, ӗмӗр-ӗмӗр пурантӑр православии Вырӑс ҫӗрӗ, ӗмӗр-ӗмӗр упрантӑр унӑн чапӗ!» Артур пӳлӗмрен тухма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ, алӑк умне ҫитсен сасартӑк чарӑнса тӑчӗ: жандармсем умӗнче амӑшӗн кӗлӗ тумалли пӳлӗмне кӗрсе асӑнма ӑна йывӑр пулнӑ. Вӑл хӑлхи-мӗнӗпех хӗрелсе кайрӗ те ҫилленнӗ пек пулчӗ. Мана телей пулчӗ: икӗ ҫын ман укҫана тӗллерӗҫ те иккӗшӗ те лектереймерӗҫ, — эпӗ мӑн ҫынсенчен, мужиксенчен ултӑ пус выляса илтӗм. Ҫиллеслӗн ҫӑварне йӗрсе пӑрахрӗ вӑл, ҫӑварӗнчи ылтӑн шӑлӗ епле йӑлкӑшнине питӗ лайӑх куртӑм эпӗ. Вӑл ирсерен ӑна фабрикӑна ӑсатса янӑ та каҫсерен фабрика хапхи патӗнче кӗтсе ларнӑ. «Ну, — тенӗ вӑл ӑна: — пурӑнӑҫ ҫине ху мӗнле пӑхнине каласа пар-ха мана, тӑванӑм: сирӗнте Российӑн пӗтӗм вӑйӗпе малашлӑхӗ, историре эсир ҫӗнӗ самана пуҫламалла, эсир пире чӑн чӗлхе те, законсем те памалла». Вӗсем, тен, сан пек нумай вӗренмен, анчах мӗншӗн-ха, мӗншӗн эсӗ пирӗнпе пӗрле пуласшӑн мар? «Эпӗ ӑна воспитани паратӑпах! Алексей ӑна ыталарӗ те чуптуса илчӗ. Пуҫласа, пӗртен-пӗр хут чуптурӗ вӑл ӑна. Япӑх халӑхсем ҫук, япӑх ҫынсем кӑна пур тени тӗрӗс пулсан, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм: румынсен вара япӑх ҫынсем чылай нумай, ытлашшипех нумай. Румынсем ӗҫчен те ҫӑмӑлттай ҫынсем. Пурнӑҫ условийӗсене пула вӗсем ҫавӑн пек воспитани илнӗ. Бухарестри официантсем ман счетсем ҫумне темӗнле вӑрҫӑ налогӗ ҫыра-ҫыра хунӑ-мӗн; эпӗ ҫакна ҫийӗнчех чухласа илтӗм те, ҫавӑн пирки пӗррехинче кафере сӑмах та тухса каларӑм. Вӗсем мар мана — эпӗ вӗсене ҫӗнтерни ҫинчен тата ҫавӑнпа та эпӗ вӗсене репараци тӳлеме тивӗҫлӗ марри ҫинчен самаях хӗрсе каларӑм. Ҫакӑ вӗсене шалтах тӗлӗнтерсе ячӗ, анчах вӗсем французсен чӗлхине пурте ӑнланаймарӗҫ пек туйӑнать мана. Аслӑ румынсене палӑксем питӗ нумай лартса тултарни те тӗлӗнтерет, мӗншӗн тесен кунта темле ӑс гиганчӗсене лартса тултарнӑ монументсӑр пӗр хула та, пӗр местечка та ҫук. Пирӗн красноармеецсем ҫав палӑксене темшӗн «управдомсем» теҫҫӗ. Анчах халь мар. — Эсӗ хуларан уншӑн килмерӗн-и вара кунта, кайӑк чӗппи? Эпир хӑюллӑн та хавассӑн, пурне те пӗлесшӗн сӑнаса, Уйӑх тӑпри ҫинче утатпӑр. Уйрӑммӑнах ҫак фокусӗ асаплӑ пулнӑ: Федюшка ҫип вӗҫне аш татӑкӗ ҫыхнӑ та Каштанкӑна панӑ, лешӗ ӑна ҫӑтса янӑ хыҫҫӑн вӑл хыттӑн ахӑрса, аш татӑкне хырӑмӗнчен каялла туртса кӑларнӑ. Асаилӳсем мӗн чухлӗ уҫӑмлӑрах пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ хытӑрах та тунсӑхлӑрах йынӑшнӑ Каштанка. Хуйхӑпа вӗсен ҫиесси те килмест. Хӳме ҫӳллӗшӗ икӗ чалӑша яхӑнччӗ. Ҫулталӑкра икӗ ярмӑркка пулать, пурӑнакансем икӗ пин ҫын ытла — хаяр халӑх! — Мӗскер эс шӑлйӗретӗн? — кӑмӑлсӑррӑн каланӑ Фома. Вӑл, сулӑна-сулӑна кайса, чылайччен нимӗн чӗнмесӗр пынӑ, унтан сасартӑк, темӗнле пӳлӗнсе ӑшаланакан ӑшри сасӑпа, — калӑн, ун сасси хырӑмран тухать, тесе, — аллисене хӑлаҫлантарса, вулама тытӑннӑ: — Ултавлӑ та шалкӑмлӑ пурнӑҫ,Ан илӗрт мана, ан чӗнсем!.. Кӑмӑллӑ ҫиллӗ типӗ ирхине винограда пухма питӗ меллӗ. Туррӑмҫӑм, мӗн кӑна асӑма килмест иккен! Бортпа пусма хушшине хӗстерсе лартнӑскер, ҫын вилмеллипех вилнӗ пек туйӑнчӗ. — Ҫырчӗ, — терӗ те Анна Степановна, вара вӑл Катя ҫинчен пӗлнине тавҫӑрса илтӗм. Кӗсре пӗр ҫур сехет хушшинчех ҫурмалла ырханланса кайнӑ. Егорушка ӗнер еврейка панӑ пӗремӗкне кӗсьинчен кӑларчӗ те:— Ак ҫакӑн пек пӗремӗксем мӗн хак тӑраҫҫӗ сан? — тесе ыйтрӗ. Хама ун умӗнче намӑс пек пулчӗ, эпӗ пӗтӗм чун-хавалӗпе, тем ҫул тупнӑ пек, тепӗр хут малалла утрӑм.. Софрон усӑллишӗн ҫеҫ мар, тата кӑмӑла килентерекеннишӗн те тӑрӑшнӑ: пур канавсем хӗррине те хӑва лартса тухнӑ, йӗтем ҫинче капансем хушшине сукмаксем хывса, вӗсем ҫине хӑйӑр сапса тухнӑ, ҫил арманӗ тӑррине ҫӑварне карса пӑрахнӑ, хӗрлӗ чӗлхеллӗ упа евӗрлӗ ҫил хӳре туса лартнӑ, кирпӗчрен тунӑ выльӑх карти тӑррине Грецири евӗрлӗ фронтон туса лартнӑ та, ун айне ҫапла ҫырса хунӑ: «Ҫак выльӑх картине Шепилофка ялӗнче пин те сакӑрҫӗр хӗрӗхмӗш ҫулта тунӑ». Комета шӑпах Галлей палӑртнӑ ҫав вӑхӑтра каллех курӑнса иртнӗ. Куҫпа виҫсе илмелле мар шап-шурӑ юр таҫтан-таҫтан сарӑлса выртать. Ҫывӑхрах пулнӑ Бенито ответлет: — Таҫта прерире ҫын вӗлернӗ. Хӑйӑр ҫинчи майӗпенех ҫилпе шӑлӑнакан йӗрсем ҫинчен вӑл куҫӗсене илмест. Мӗн пулнӑ сире? Лиза, хуллентерех утма пуҫласа, шоссен тепӗр енне каҫрӗ. — Лар, — тенӗ Игнат. — Эсӗ каланӑ пек пултӑр, атте, — терӗ Луиза, сӗтел хушшинчен тӑрса. Ҫӗр ҫумӗнчен хӑпсанах вӑл «горизонт еннелле ыткӑнма» тытӑнатчӗ. — Священник-и? — Тутинчен ан турт, тутинчен ан турт, — вӗҫерӗнсе тарӗ. «Итле, итле, пан!» терӗ жид, хӑйӗн кӗпе ҫанни вӗҫӗсене шалалла чиксе. Ҫапӑҫу кирек мӗн чухлӗ тӑсӑлсан та, унӑн результачӗ пӗрре кӑна пулма пултарнӑ — Севастополе ирӗке кӑларни. Халь пулмасть, Серёжа. Унӑн сӑмахӗсем вӑрӑмӑн сывланипе чарӑннӑ, куҫӗсем шывланнӑ. Каҫсерен ман пата хамӑрӑннисем пухӑнса лараҫҫӗ: Лагутина, Артюхин, Клавичёк тата тепӗр чухне Жаркий те пыркалать. — Мӗн каламалли унта… Нимех те ҫук! Хӗвел ансан тата хамӑн ӗҫ пӗтсен, эпӗ, хамӑн койка патне кайнӑ чухне, сасартӑках, панулми ҫисен начар пулас ҫукки ҫинчен шутларӑм. Эпӗ вӑл хушнине турӑм. Кашни хӑйне майлӑ ӗненет. — Ну, вӑт, питӗ аван. — Кӑлӑхах пуҫна ҫиетӗн вӗт, эп сана чӑнласа калатӑп. Вӗсем халь те ман хуҫа патне кашни вырсарникун ирхине пыратчӗҫ, кухняри сӗтел йӗри-тавра тенкелсем ҫине ларса тухатчӗҫ те, хуҫана кӗтсе, интереслӗн калаҫса ларатчӗҫ. Ҫапла! Аллине ҫӗклеме ӗлкӗриччен ун аякне пуля пырса та лекрӗ. Вара пурте, чӗркуҫҫи ҫинчен тӑрса, аллинчи пӑшалӗсене баррикада шӑтӑкӗсенчен чиксе ячӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Рене-Жан, тен, шӑллӗ япаласем тупнинчен кӗвӗҫсе пулӗ, пысӑк ӗҫ тума шухӑшларӗ. — Вӗсем тавҫӑрса иличчен, эпир хамӑр ӗҫе вӗҫлерӗмӗр. Ӑҫта кӑна ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр пуль — ухмаха тухаҫҫӗ, перӗнсе вилеҫҫӗ — пурте ҫавӑн пирки. Уйрӑмах мана вӑл пӗр ӑшӑ, лӑпкӑ каҫхине питӗ улшӑнни тӗлӗнтерчӗ. Самӑррине пула-и-тен, темиҫе сӑмах каланӑ хыҫҫӑн кӑштах ҫӑварне уҫса тата сенкер пысӑк куҫӗсене пӑртак ҫавӑрса хурса тарӑннӑн сывлас йӑла пур унӑн. Ҫак йӑлара ҫав тери ырӑ ӑшӑ кӑмӑл палӑрчӗ те, вӑл ҫапла сывланӑ хыҫҫӑн эпӗ унран хӑрами пултӑм, ҫитменнине питех килӗшрӗ вӑл мана. Ну, апла ӗнтӗ эпир шайкӑна, вӑрӑ-хурахсем тӗлне лекрӗмӗр… Ыратнине те туймасть. — Халӗ юлашки, виҫҫӗмӗш ыйту, юлташсем, — терӗ Булгаков, — ку ыйту — хулари хӗҫпӑшал пирки. Киле кайма та вӑхӑт ҫитнӗччӗ, анчах тин кӑна каҫ пулчӗ, ку ӗнтӗ Мускаври каҫ, вӑл пӗрре те Заполярьери пек мар, гостиницӑна ҫитесси инҫе пулсан та, манӑн ҫуранах утассӑм килчӗ. Мистер Трелони, нумай ҫул ҫӳренӗскер тата тинӗсе лайӑхах пӗлекенскер, ку ӗҫре вӑл та юрарӗ — вӑл лайӑх ҫанталӑкра вахта ҫинче тӑратчӗ. Ку Ромашова хумхантарса та пӑлхантарса ячӗ. — Мӑнаҫ ытла эсир, атте, хӑвӑр ӑсӑрпа… Ҫурхи хӗвелӗн пултаруллӑ вӑйӗпе ҫуталнӑ кӗрхи чӗрере ҫав сӑмахсем вӑйлӑрах та вӑйлӑрах ҫуралчӗҫ, ун ӑшӗнче тата хытӑрах чечекленсе, ҫунса тӑчӗҫ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра та каччӑ ун таткаланчӑкла сывлӑшне хай ҫӳҫӗ ҫинче туйсах тӑчӗ. Якобинец — ҫак пӗчӗк ача, анчӑк ҫури, хӑйӗн ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн аслӑ пиччӗшӗ патне усрава юлнӑскер, маркизӑн наследникӗ пулмалласкер, мӗншӗн тесен маркизӑн ача-пӑча пулман… — Эпӗ юрататӑп сана, савнӑ тусӑм. — Нимӗн те, сэр. Кун пек ӑнсӑртран йӑнӑш пулнӑшӑн каҫару ыйтса, Марья Ивановна умне урама хӑй тухрӗ те, вахмистрне ӑна валли хулара чи лайӑх хваттер тупса пама хушрӗ. Ваҫили Андрейч старикпе пӳрте кӗнӗ, Миките Петӗр уҫса янӑ хапхапа килкартине кӗнӗ те лашана сарай айне кӳртсе тӑратнӑ. — Юрӗ, анне! Вырсарникун чиркӗве ҫӗнӗ лентӑсӑр каятӑн вара», — терӗ суккӑрӗ. Кур-ха эсӗ, мӗнле килпетсӗр тыткалать хӑйне ҫав негр: эпӗ ӑна аяккалла тӗртсе ярас мар-тӑк, вӑл мана ҫул та парас ҫук. Любовь тирӗк-чашӑксем ҫунӑ, пичӗ ун шухӑшлӑ пулнӑ, аллисем сулчӑн хускалкаланнӑ. Унӑн ҫапах вилмелле», — тенӗ вӑл Миките ҫине пӑхса. Акӑ эпӗ шкул пухӑвӗнче Николай Антоныча хирӗҫ тухса калӑп, вара пурин куҫ умне те Кораблева шкултан кӑларса ямалли ирсӗр плана кӑларса кӑтартӑп. Юнашар сӗтелсем хушшинчи ҫар ҫыннисем ӗҫлеме пӑрахсах Алексейпе майор хушшинчи калаҫӑва ҫав тери интересленсе итлеме тытӑнчӗҫ. Ӗлӗк тусем ҫинче вӗсене нихҫан курман пулсан, халӗ ӗнтӗ яланах тӑватшар-пилӗкшер ҫын тӗл пулатӑн. Ҫапла-и, Джино? Пӗтнӗ ҫын-ҫке эсӗ… Нимӗҫсем ялтан пӑрӑнса аякран, аслӑ ҫулсемпе иртсе кайнине Ерофей Кузьмич пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл тӳрех ӑнланса илчӗ: юханшывран инҫетрех те мар ҫапӑҫу пуҫланчӗ-мӗн. Егорӑн йывӑр аллисене кӑкри ҫине хурсан, тӗлӗнмелле йывӑр пуҫне минтер ҫинче тӳрлетсен, амӑшӗ куҫҫульне шӑлса, Людмила патне пырса пӗшкӗнчӗ, унӑн ҫӑра ҫӳҫне ачашласа шӑлкаларӗ, хӗрарӑм вӑраххӑн ун еннелле ҫаврӑнчӗ, унӑн хура ҫутӑ куҫӗ чирлӗ ҫын куҫӗ пек чарӑлчӗ, унтан вара вӑл ура ҫине тӑчӗ те чӗтрекен тутипе пӑшӑлтатма тытӑнчӗ: — Эпир ссылкӑра пӗрле пурӑннӑ, унта та пӗрле кайнӑ, тӗрмесенче ларнӑ… — Эсир каланинчен, тӗрӗсрех каласан, эсир каламасӑр хӑварнинчен, эпӗ хамӑн чир хӑрушӑ иккенне лайӑхах куратӑп. Алӑсем ҫинче вӑраххӑн шуса пыни Воропаева хӑсас килекен пуличченех ывӑнтарчӗ. Чӑнкӑ ҫыран хӗрринчи пӗлекен сукмак ҫине тухиччен вӑл, тарласа, чӑм шыва ӳкрӗ, унӑн сывлӑшӗ те питӗрӗне-питӗрӗне ларчӗ. — Чыса сыхлас тенӗ чух пурнӑҫӑма хӗрхенсе тӑмастӑп эпӗ, ҫавна эс пит аван пӗлетӗн, тухтӑр. Чехолтан кӗреҫине кӑларса, Андрей малалла пӑхса илчӗ. — Пурте. Ылтӑн вӑл пылчӑк ӑшӗнче те йӑлкӑшса тӑрать, — терӗ вӑл. … Хыпар-хӑнар ҫапах та питӗ хӑвӑрт саланчӗ. — Эпӗ сире шӑпах ҫакӑн пек пулӗ тесе шутланӑччӗ! Шӑллӑм мана эсир кунта пурӑнмалла тесе ҫырнӑччӗ! — терӗ хӗрарӑм, тӗкӗр умӗнче шлепкине хывса. Хӗрхенӳ туйӑмӗ ун чӗрине ют мар, вӑл телейсӗр сунарҫӑсене шеллерӗ. Тен, сана сухалама пӗр-пӗр казачка вӗрентнӗ, шӑйрӑксем хӑваратӑн? Вӑштӑр-вӑштӑр вӗрен ҫил унӑн кӑвак сухалӗпе вылять, ҫамки ҫине пӑчӑр-пӑчӑр тапса тухнӑ тарне типӗтет. — Ой-ой, мистер Стумп, — тесе сӑмах хушнӑ Плутон. — Ӑстан? Сунарҫӑ калаҫнӑ хушӑра, турӑ лашапа ватӑ кӗсре пӗр-пӗрин ҫумне тутисемпе сӗртӗнчӗҫ те, саламланине палӑртса, тулхӑрса илчӗҫ. — Мӗншӗн калатӑн эсӗ ку сӑмаха? — ыйтрӗ амӑшӗ кичеммӗн те хуллен. — Дикарь… О-о-о! — Паян каҫ нимех те тумастпӑр-и? Тен, ку ӗҫ ҫавӑнпах пӗтнӗ пулӗччӗ, анчах хӗрарӑмсем ытла та тарӑхтарса ҫитернипе, Щукарь ҫапла кӑшкӑрса янӑ: — Йӗпе хӳресем! Ун ҫинчен куҫсене ан илӗр. — Эсӗ шӑп лар, ан сывла. Ҫынни аптӑраса каймарӗ, вӑл лашана икӗ аллипе те мӑйӗнчен ыталаса тытрӗ. Андрей, пӗтӗм сӑн-пичӗпе ҫуталса, Павелӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ, Самойлов, Мазин тата ыттисем те, хавхаланса, ун патнелле туртӑнчӗҫ; Ҫав вӑхӑтра замок библиотекинче Жоржетта ыйхӑран вӑранчӗ, ҫывӑракан пиччӗшӗсене сывлӑх сунса, хӗрлӗ урисемпе тапкалашрӗ. Эпӗ ӑна сутӑнчӑк этем вырӑнне хурса, питрен ҫупса ятӑм… Вӑл кайрӗ те шыва сиксе вилчӗ. Вӑл ҫурт патне ҫитме инҫе мар. Эпӗ йӗнер ҫине те лармарӑм, Доггерӗн йӗнер пускӑчинчен тытса лаша ҫуммипе чупса пытӑм. Куҫ умӗнчен парк хапхисем иртсе юлчӗҫ. Уйӑх ҫутатакан вӑрӑм та ҫулҫӑсӑр аллея авалхи пысӑк сад варринчи аякран шуррӑн курӑнакан помещик ҫурчӗ патне илсе пырать. Павелӑн куҫӗсем ҫеҫ ӗлӗкхи пек сӳнми вутпа йӑлтӑртатаҫҫӗ. Ҫамрӑк ҫӑка вилсе пынӑ… ун ҫинчи мӗнпур ҫулҫӑсем шанма пуҫланӑ. Выҫӑ кашкӑр пек ӳлет, Е ача пек макӑрать. — Чиперкке кӑна икӗ жид хӗрӗ ҫӳретчӗ-ха унта. Анчах мана мӗн? — Ан пӑшӑрханӑр, командир. Анчах халлӗхе эпир тырӑ пытаракан кулака ҫӗр те ҫиччӗмӗш статьяпа халӑх сучӗ урлӑ ҫеҫ кӑштах айӑплама пултаратпӑр. — Апла, сан шутпа батраксемпе чухӑнсем тата вӑтам хресченсем раскулачить тӑвассине хирӗҫ тӑраҫҫӗ пулать? Ӑҫтан тупнӑ-ши ҫав ята, пӗлместӗп, анчах вӑл мӗнле пархатарли пуриншӗн те паллӑччӗ! Унччен вӑл хӳхӗм те ҫӑмӑлттай хӗрччӗ; халь вӑл калама ҫук хитре хӗр, пур енчен те илемленсе ҫитнӗ хӗрарӑм. Эпӗ мӗншӗн иккенне пӗлместӗп. Анчах пичче ман сӑмаха хӑлхине чикмерӗ, хамӑн пӗрре те пӗлес килмен япаласем ҫинчен тата тӑрӑшарах каласа вӗрентме пуҫларӗ. Ҫапла, ҫапла; хам ҫинчен калани кирлӗ мар: мӗншӗн мухтанмалла! — Акӑ ватӑ станца пуҫлӑхӗн тӑпри, — терӗ мана ача, хура хӗрес лартнӑ, хӗрес ҫине пӑхӑр турӑш ҫапса хунӑ хӑйӑр купи ҫине сиксе хӑпарса. — Сирӗн шухӑшӑрпа — пирӗн мӗн тумалла-ха? Вӑл ҫиллине чарма пултарас ҫуккинчен полковник хӑратнинчен те хытӑрах хӑрарӗ. — Манӑн кунак вӑл. Сиверныя, пулас, вашбородие! Пиччӗшӗ — роялист, шӑллӗ — патриот. Пиччӗшӗ шуррисене ертсе пырать, шӑллӗ — кӑваккисене. Унта халӗ ҫеҫ килнӗ ҫынсем аран вырнаҫаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Жоржетта та ачасенчен уртӑнса пытанса тӑчӗ. Тӑпӑрт-тӑпӑрт! Ну, пӗтрӗ пуҫ тетӗп; яланах ҫапла: кама та пулин хӑвалаҫҫӗ пулсан, ҫавсем Джимпа иксӗмӗр хыҫҫӑн чупнӑ пек туйӑнать. Липутянсем шикленсе хӑраса пурӑнни. Ачасене мӗн тунӑ? Ыттисен асапне куҫ кӗрет куракан мӗн чухлӗ ҫын юри курмӑш пулать-ши! — Господин Паганель, тар тумалли меслет тупӑнмасан, вара вӗсем пире нимӗн тума та кирлӗ мар, — терӗ Том Аустин. М-да, — терӗ Яков йӳҫҫӗн кулса, — вара тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик, ун патнелле пӗр утӑм туса, пӑт татса ыйтрӗ: — Мӗне пӗлтерет ку кулӑ? Каҫ пулнӑ чух тин, тӗттӗмленсе ларас умӗн, вӑл лӑпланчӗ те, чӳрече ани ҫине пырса ларса, вӑхӑтран-вӑхӑта ассӑн сывласа, ахлаткаласа, тарӑн шухӑша кайрӗ. Пӗр самант хушши чӗнмерӗҫ. Маркиз хӗҫне йӗннинчен кӑларчӗ. Хӑш чухне тӳпе тӑрӑх пӗчӗк шурӑ пӗлӗт татӑкӗ шӑва-шӑва иртет; каҫпа ҫав пӗлӗт хӗрелет те инҫетелле, хӗвеланӑҫнелле ҫывӑрма каять. — Сирӗн халь, господасем, — хушса хучӗ вӑл, Шубинпа Берсенев енне ҫаврӑнса, анчах ямшӑк ҫак самантра лашисене тапратрӗ. Мистер Доббинс тӳрленсе ларчӗ, анасласа илчӗ, сӗтел ещӗкне уҫрӗ те кӗнекине те илес, те ӑна сӗтелпех хӑварас тенӗн ун патнелле карӑнчӗ. Телее пула эпӗ, вӑл хӑравҫӑ иккенне кура, хӑвӑрт тӳрлентӗм. Ун патне эпӗ те ҫыратӑп, анчах, кам пӗлет — ман ҫырусем ун патне те ҫитеҫҫӗ, те ҫитмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен эпир пӗрмай маршра, ҫул ҫинче, эпир тӑракан вырӑнсем текех улшӑнаҫҫӗ, тенӗ. Укҫа пирки, эпир пӗр вӑхӑтра хӑраса тӑнӑ пек, йывӑрлӑхсем пулман курӑнать. — Аха! — кӑшкӑрнӑ Маякин. Унӑн пӗчӗкҫӗ куҫӗсем савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатнӑ. Пӗрремӗш этажри площадка ҫинче, географи кабинече умӗнче, кӗрӗк тӑхӑннӑ хӗрарӑм тӑра парать. Унашкал ватӑсемпе пачах та урӑхла калаҫмалла. Пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, вӑл тӳрех пӗр пысӑк ушкӑн «юнкерс» килнине курнӑ. — Сиенлӗ, сиенлӗ сире кунти атмосфера, ҫамрӑк ҫыннӑм, — тепӗр хут каларӗ мана Лушин. Ҫын ҫинчи ҫак пӗчӗк ӗҫре Марко хӑйӗн вӑхӑтне те, пикенӗҫне те хӗрхенсе тӑмасть, ытти ӗҫсенчен тесен — влаҫпа е укҫапа та пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫсенчен, пуринчен ытла конакра тӑрассинчен — яланах пӑрӑнать. Вӗсем хӑйсен гостиницине каллех Canal Grande тӑрӑх ишсе кайрӗҫ. Ҫук. Хальхи самантра революци тунӑ ӗҫсем пирӗн куҫа курӑнмаҫҫӗ-ха, вӗсем пуласлӑх тӗттӗмӗнче пытаннӑ. Вӑл ҫак хушӑра ҫеҫ пӳлӗме йӗри-тавра пӑхса илчӗ те пӳлӗм пушӑ пулнине курсан, ҫав тери тӗлӗнсе кайрӗ. — Кунта никам та ҫук-ҫке! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Хӑшӗсем, пӗрне-пӗри айӑкран тӗртсе, чӗмсӗррӗн пуҫӗсене сӗлтсе, Фома еннелле кӑтартнӑ. — Эпӗ сире мустангсем ӑҫта пурӑннине ҫеҫ кӑтартма сӑмах паратӑп. — Ҫук, эпӗ фабрикӑна каятӑп, унта авантарах. Яра куна пӑрлӑ шыв ӗҫет — унӑн чирлӗ кӑкӑрӗпе ҫапла хӑтланма юрать-и-ха? Тата тепӗр пысӑк метеорит совет влаҫӗ вӑхӑтӗнче, 1947 ҫулта февралӗн 12-мӗшӗнче Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи Сихотэ-Алинь тӑвӗсем ҫине ӳкнӗ. Чухӑнпа вӑтам хресчен пӗр пӗччен трактор туянма хал ҫитерейрес ҫук: пыршисем ҫинҫе! Халӗ ӑна мӗн тӑваҫҫӗ? Эпӗ ҫывӑртӑм та ҫавӑн пек тӗлӗк куртӑм пулӗ. Анчах юлашкинчен пӗчӗк старик, аллине Павел патнелле тӑсса, кӑшкӑрса ячӗ, ӑна хирӗҫ Павелӑн сасси тӑрӑхланӑ пекрех юхса тӑчӗ: — Эпӗ пӗтеретӗп. Питҫӑмартисем сан — кӑтрусем айне ҫурмаран уйӑрса хунӑ гранат пайӗсем тейӗн. — Вӑйлӑ иккен эс!.. — сасартӑк каласа хунӑ ача, шухӑша кайса. Халӑх ушкӑнӗ тарӑхса кайса хытӑ шавлать. Эсӗ, суккӑр этем, халӗ те чӗрӗ пулнӑшӑн турра тав ту! Эленпа Мэри куҫӗсене хупса пуҫӗсене хӑрах еннелле пӑрчӗҫ — вӗсем сехӗрленнинчен ытла ирсӗрлӗхе курса йӗрӗнчӗҫ. Кирлӗ мар пултӑр-и? Ҫӗрле арестсем пуҫланса кайрӗҫ. — Йӑлтах… чӑннипе кӑна каласа парӑр…, хӑвӑртрах… пӗлсемӗр эсир, хӑвӑра ҫапла тыткаланине тӳрре кӑларас тесе пайтах шухӑшларӑм эпӗ: ман тӑвансен енчен чӑрмавсем пуласран хӑратӑр пулӗ… вӑл нимех те мар; вӗсем пӗлсен… — Тархасшӑн, гостинӑйне, — терӗ тарҫӑ, каллех ман ума тухса, вара урайӗнчи турилккене пӗшкӗнсе илчӗ. Арканзас ухмахӗ, пач та хаяр ҫын мар хӑй: ӳсӗрле те, урӑлла та шӑна вӗлерсе курман. Пӗр вӑхӑтранпа ҫакнашкал шӑп самантсем унӑн ӑнланма ҫук асаилӗвӗсемпе ҫыхӑнма тытӑннӑ. Хура шӑпа Кӑнтӑрла ҫитеспе эпӗ капитан патне уҫӑлтармалли шыв тата эмел илсе кӗтӗм. Кайран ку вырӑнсенче запорожецсен кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗмӗсене нумайччен тупкаланӑ. Поляк пуҫне пӗр самантрах вӑл хӑйӗн майорне Закржевские алӑ панӑ пек шухӑш пырса кӗрет те, вӑл ҫак ӑссӑр шухӑш пуҫа пырса кӗнипе каялла ҫаврӑнса пӑхать. Анчах пытанмалли ҫук. Вӑйлӑ нуша тӳссе ирттерме тивӗ, ҫапах та пурнӑҫӑр вӗҫӗнче, мӗнле-тӗр хӑвӑра ҫывӑх ҫын вилӗмӗ урлӑ тата пач кӗтмен ҫӗртен, сирӗн шӑпӑр улшӑнӗ. — Ну, вӑт, — терӗ вӑл, — вӑт вӑл килчӗ, ҫав латсӑр япала! Ӑна ром пачӗҫ, вӑл вара пӗлекен ҫын пек, васкамасӑр, кашни сыпкӑмне майӗпен ҫӑтма пикенчӗ. Темӗнле кайӑк чӗпписем пирӗн ҫывӑхрах пӑрр-пӑрр! вӗҫеҫҫӗ — пӗр-ик утӑм чухлӗ каяҫҫӗ те лараҫҫӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ хушӑра квартальнӑй кӗсйинчен хутпа чӗркенӗ сӑмсана кӑларчӗ. Ун ҫине карап пырса кӗрес пулсан, пӗтрӗ вара вӑл. «Шуйттан пӗлет вӗсене, тен, ман ҫинчен мӗн те пулин шӑрӑшласа пӗлнӗ пулӗ-и? Пушмакпа сутӑ тӑвакан г-жа Байяра, Амбруаз Парэ больницинче ӗҫлекен аслӑ врача, Хисеплӗ легион орденӗн кавалерне г-н Давид Матьене чӗннӗ. Чемодан ҫӑри шалтлатнӑ. (Вӑл урипе тапса илчӗ.) Эс вӑт мӗншӗн ҫывхартрӑн!» терӗ кум, ытлашши пӑлханмасӑр. О, шуйттан! Паянтанах хамӑн тӑхӑнса хывӑнма пуҫлас пулать. Вӑл тем пулсассӑн та Марьянӑна паянах пӗчченҫи курасшӑн, ӑна пӗтӗмпех каласа парасшӑн та унран вӑл унӑн арӑмӗ пулма пултарать-и, ҫук-и тесе ыйтасшӑн пулчӗ. Чун лӑпланчӗ хӑть. — Вӗсем ҫӗрле хакалене пырса кӗнӗ ҫынсемех, хайхи Фелим курнӑ ҫынсемех пулнӑ эппин? Вӗсем иккӗшӗ ӗнтӗ трактортан та ытларах ӗҫлеме пултараҫҫӗ!» — калаҫрӗҫ Гремячий хуторӗнче. Кӗтӳ хыҫҫӑн пыракансем кунта пысӑк чӑрмавсем ҫине килсе тухаҫҫӗ, ун пеккине ҫӗнтерсе илес тесен, питӗ нумай асап курма тивет. Ҫав минутсенче вӗсем хӑрушӑ, ӗнер кӑна сурӑхсем хӑйсен картине кӗнӗ пек лӑпкӑн та шӑппӑн пырса кӗнӗ чиркӗве те аркатса тӑкма пултараҫҫӗ. Партине кӗме заявлени панисен кандидатурисене пурне те сӳтсе явнӑччӗ ӗнтӗ; Шалый старик сӑмах ыйтнӑ чухне вӗсене виҫҫӗшне те уҫҫӑн сасӑласа парти членӗн кандидатне ултӑ уйӑхлӑ сӑнав стажӗпе пӗр саслӑ пулса йышӑнчӗҫ. Ҫавӑ ӗнтӗ вӑл, хӗрарӑмӑн шурӑ кӗрӗкне тӑхӑнса янӑскер, Давыдов килсен малтанхи кунах ял Совет картишӗнче унпала шӳтлешсе калаҫаканни. — Эсир тӗрӗс калатӑр. Ҫавӑн пек пуянлӑх пулассине ачасем пуҫпа та шухӑшласа илме пултарайман. Ултҫӗр доллар! Кун чухлӗ укҫа вунӑ арҫын ачана пуйтарма та ҫитет вӗт. Пытарнӑ укҫа хӑех, нимӗн аппаланса хӑтланмасӑрах, алла кӗресшӗн. — Лампӑна сӳнтерӗр. Вӗсем паян каллех кайрӗҫ, эсир киличчен кӑшт маларах ҫеҫ тухса кайрӗҫ. Кӑткӑ йӑвинче термит-кӑткӑсем ҫинчен вуланӑ лекци Тепӗр темиҫе минутран аслатиллӗ ҫумӑр вӑтам климатри ҫынсем курман хаярлӑхпа кӗрлесе кайрӗ. Хӑй те лайӑххӑн чухласа илеймерӗ: мӗншӗн-ха вӑл урӑх ҫӗре мар, шӑп та шай ҫак килхушшине килсе лекрӗ? Анчах, каялла ҫаврӑнса пӑхсан, хӗпӗртерӗ, ун хыҫҫӑн ытти озеровецсем те чупаҫҫӗ иккен. Вара вӑл пӗтӗм сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Кунта-а! Унтан сасартӑк, хӑй те сисмесӗр, хӗрӳленсе кайрӗ: — Ӑнлан, хаклӑ секретарь, ял хуҫалӑхӗнче эпӗ — чӑн-чӑн пӑру-ҫке-ха. Ку ҫын ятлӑ-сумлӑ йӑхран тухнӑскер. Сӗтел вӗҫне, пӗчӗк Сашӑпа юнашар» унӑн учителӗ ларчӗ. — Его святейшество, паллах ӗнтӗ, хӑйне мухтанипе ытла та савӑнӗ… — терӗ Грассини мӑшкӑлласа. Татах — виҫме май ҫук, ҫӗр ҫинчи мар вӑхӑт вӗҫсе иртрӗ. Нимӗн те тӑваймӑн ҫав! — Ан пӑлхан. Куҫӗсем унӑн шывланнӑ, питҫӑмарти тӑрӑх йӑрӑлтатса куҫҫуль юхса анать. — Мучи, эсӗ каллех айккинелле пӑрӑнтӑн! — кӑшкӑрчӗ Разметнов. Кукленсе ларса, ҫулҫӑ купине аллисемпе чавса сирсе тӑкрӗ, мӑн тымар тухрӗ, ун айккинче ҫӗре варса хунӑ икӗ кирпӗч курӑнса карӗ. — Ҫук, эпӗ каятӑп! Павел начальниксем ҫинчен, фабрика ҫинчен урӑх ҫӗршывсенче рабочисем хӑйсен прависемшӗн епле хытӑ тӑни ҫинчен хӗрӳллӗн калаҫма тытӑнчӗ. — Ав, пирӗн паталла пӑрӑнчӗ. Юрӗ ӗнтӗ, юлӑр кун-та иксӗрех, кӑшлӑр пӗр-пӗрне, сирӗн ирӗкӗр, — терӗ те вӑл, ура ҫине тӑрса, пальтине тӳмелерӗ, картуз тӑхӑнчӗ; ҫакӑнпа вӑл калаҫу пӗтнине пӗлтерчӗ. Ҫавӑнпа музыка хӑшпӗр чух ҫавӑн пек хӑрушшӑн хумхантарать те. Ҫав вӑхӑтра тухтӑр ӑна куҫ хӗсме тытӑннӑччӗ; анчах горничнӑй ун ҫине ҫилӗллӗн те ҫирӗппӗн пӑхса илсен, вӑл ҫав самантрах пуҫне чикрӗ, сехечӗн уҫҫийӗпе аппаланма пикенчӗ. — Семен Александрыч, — шӗлепкине хывса кӑшкӑрчӗ Пантелей. Ҫийӗнче унӑн вӑрӑм кӗпе, ҫӳҫ-пуҫӗ тӑрмаланчӑк. Вӑл икӗ хӗр-помещикӗн ҫуртӗнче пурӑнать; эпӗ пынӑ чух вӑл вӗсемпе пӗрле садра, темӗн пысӑкӑш ватӑ ҫӑка сулхӑнӗнче, сӗтел хушшинче ларатчӗ. Ҫапах та ӑна хушса каласа кӑтартмашкӑн тата икӗ хутчен чӗнтерчӗҫ, пӗрне ҫав кунах каҫалапа, теприне кӗҫнерникун ирхине. — Пӗтӗмпе ҫирӗм икӗ чун, — кӑмӑлсӑррӑн асӑрхаттарчӗ Тимофеич. Кунта юлма юрамасть пирӗн урӑх… Эпӗ ӑна юратса пӑрахнине Зинаида ҫавӑнтах сиснӗччӗ, хам пытарма шутламанччӗ те; вӑл ман хӗрӳллӗ туйӑмран кулса йӑпанатчӗ, мана йӗкӗлтетчӗ, иртӗнтеретчӗ те асаплантаратчӗ. Вӑл каласа кӑтартма пуҫларӗ: — Каҫ лӑпкӑ иртрӗ, кӑвак ҫутпа таҫта кӗрлеме тытӑнчӗ, пушар ҫути вӑйлансах пырать… Каяс пулать. «Пилигрим» экипажӗ, карап тӑван ҫӗре пӗчӗк ҫӑкпа таврӑннине астуса, шывра ишсе ҫӳрекен чӗрчуна курсан, ҫав тери хумханса кайрӗ. — Ытлашши ӑслӑ ҫав, — тесе мӑкӑртатрӗ майор. — Мана, нимӗн сӑлтавӗ те ҫук та, «Британи» ҫинче пулнӑ боцманӑн калаҫнисем тата хӑтланнисем темӗншӗн камӑла килмеҫҫӗ. Урӑх ним те пулма пултараймасть. Ахальтен пултӑр-и ҫавӑ: ӑна пӗр-пӗр ӳсӗр ҫын иртӗхни теме ҫук, ӗнер те виҫӗм кун кӑна ун пек хӑтланма май ҫукчӗ, — паян ак ҫапла пулса тӑчӗ те, халӑх каҫса кайса кулать, ҫавӑн пек пулмалла тесех шутлать пуль вӑл… — Ҫарта! — мӑнаҫлӑн ответлерӗ Женя. «Аслӑ Ҫурҫӗр ҫулӗ уҫӑлнӑ» — ку вӑл пӗр статьян ячӗ! Хӑш чухне каҫхи тӳпе темиҫе ҫӗрте те ҫаран ҫинчи тата шыв хӗрринчи типнӗ хӑмӑш тунипе тӗрлӗ хытхура ҫунтарнӑран ӳкнӗ ҫутӑпа ҫуталса илет, вара ҫурҫӗрелле вӗҫекен акӑшсен тӗттӗм карти сасартӑк кӗмӗл тӗслӗ е кӗрен ҫутӑпа ҫуталса каять, ку вара тӗттӗм тӳпере хӗрлӗ тутӑрсем вӗҫнӗ пекех туйӑнать. Аннӑн ирӗксӗрех чунӗ ҫӳҫенет. Тем те илтнӗ, анчах кун пеккине — илтмен. Тоня килӗшрӗ, анчах вӑл хӑй тумланнӑ пӳлӗмӗнчен тухсанах, Павел тутисене ҫыртса илчӗ. Ӳсӗрӗлсен, культурӑллӑ ҫынсем те ҫын сӑнне ҫухатаҫҫӗ те, тискер ҫынсемпе эрех мӗн тунине эпир шухӑшласа илме кӑна пултаратпӑр! Мӗнле лекӗр-ха эпӗ!.. Авланас килет-и, э? Аллисем патшан ҫепӗҫ, шурӑ, ӑшӑ та, хӗрарӑмӑнни евӗр, илемлӗ пулнӑ, анчах вӗсенче пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк вӑйӗ упранса тӑнӑ, ҫавӑнпа мар-и ывҫине ҫыннӑн лӗпки ҫине хунипех пуҫ ыратнинчен, шӑнӑр туртнинчен, усал шухӑшран та тилӗрнинчен сиплеме пултарнӑ вӑл. — Вуникӗ пукан, пӗр вӑрӑм тенкел, хыҫлӑскер. Егоровна крыльца ҫине тухрӗ те, тарҫӑ ҫамрӑк улпут ячӗпе Кирила Петровича ответ панине илтрӗ. — Ах, туршӑн та, мисс Луиза! — терӗ вӑл аран. Вӑл халӗ ҫак ҫын патнелле ытларах та ытларах туртӑнчӗ. Нумай пулмасть тем аван мар туйӑнни ҫапах та иртсе кайрӗ. Ҫакӑн пек чухне ялан ҫапла пулать: савӑнӑҫлӑ шӳт халь-халь сиксе тухас харкашӑва сирсе ячӗ. Мӗн тери юрататӑп эп сана!» — Эсир унпа пӗртанах пулса, ӑна хирӗҫ тӑмашкӑн хӑрамастӑр пулсан, сирӗн ҫӗҫҫе пӑрахас пулать. — Килмесӗр! Эпир хамӑрӑн агоние тӑсатпӑр кӑна. Хам куҫпа хам курнӑ. Мӗнле шутлатӑн эсӗ, эпӗ ҫав тери сиктермӗп-и чупнӑ чух? Халлӗхе суту-илӳ Тури Египетпа, Мозамбикпа аван пырать. — Мозамбик Мадагаскара чурасем парса тӑрать. Ежов, пырӗ татӑлас пек ахӑрашса, юрласа юлнӑ: — Ҫап параппан, ан хӑра нимӗнрен те. Пуҫри ҫӗлӗкӗ ку маттурӑн чылайранпах пулман ӗнтӗ, сӑхманӗ ҫинчи пиҫиххийӗ те, ҫӗлесе лартнӑ тутӑрӗ те пулман: пурне те кирлӗ ҫӗре вырӑнаҫтарнӑ. Анчах ҫӳлелле чалӑшса улӑхакан ҫул ывӑнтарсан та, ҫӗр ҫинелле ҫывхарса пыни ҫинчен шухӑшлани мана лӑплантарать. Станцире пирӗн шанчӑклӑ юлташа ӗҫлеме хӑвармалла пулать. Ун хыҫҫӑн Наталья пырса кӗчӗ, вӑл хӑюсӑр та хурлӑхлӑ сасӑпа амӑшне чей ӗҫме, апат ҫиме сӗнчӗ; вӑл тимлӗн итленӗ хыҫҫӑн, амӑшӗ:— Тӑхта, — терӗ. Чи меллӗ сӑрт-ту тӑрринче кашни ҫӗртех вун пилӗкшер те ҫирӗмшер ҫын уйӑрса, хулана сыхлакан хурал тӑратса тухрӗҫ, ҫав ушкӑнсене хӳтӗлеме малтанах окопсем чавса хатӗрленӗ. — Мӗншӗн? — Ку, паллах, пит кирлӗ япала. Августӑн 21-мӗшӗ, эрнекун. — Мӗнле пулӑшнӑ вара эпӗ? — Мӗн кирлӗ сана манран, мӗн кирлӗ сана? — ыйтрӗ Оленин. Мересьев, Кукушкин тата Гвоздев килхушшинелле тухакан чӳрече умӗнче ларса, артиллери лашисем килхушшине тупӑ лафетне туртса кӳртнине, ҫар оркестрӗ пухӑнса хӗвел ҫутинче трубисене йӑлтӑртаттарса тӑнине тата ҫар чаҫӗ стройпа пырса кӗнине курчӗҫ. Эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхрӑм. Пӗчӗккисенчен пуҫласа пысӑккисем таранах пурте вар-хырӑм ыратнипе аптраса ӳкрӗҫ. Ку вара пилӗк кӗпҫеллӗ илемлетсе пӗтернӗ йывӑҫ авӑрлӑ питӗ пысӑк револьвер, — пилӗк кӗпҫеллӗ ҫав, эпӗ тӗрӗсех каларӑм. — Тепӗри — тимӗр шапа хуппи ӑшне пытаннӑ пысӑк ҫӗлен — плезиозавр. Вӑл ихтиозаврӑн чи хӑрушӑ тӑшманӗ. — Халь мар, мадам. Ҫав сасӑсем пӗр ятах асӑнчӗҫ. Маркиз уҫҫӑнах илтрӗ: — Лантенак! Лантенак! Йӗри-тавра пурте темле чиркӳ таврашӗнчи пекех, чиркӳри пекех ҫу шӑрши хытӑ кӗрет. Вӑл чылайччен пӗремӗк ещӗкӗсем ҫине пӑхрӗ, кӑштах шухӑшласа тӑрсан, ҫулсем нумай иртнине пула кӑвакарма тытӑннӑ вӗтӗ пӗремӗк ҫине кӑтартрӗ те унӑн хакне ыйтрӗ: — Мӗн хак тӑрать ҫак пӗремӗк? Художнике хӑй ҫинчен ҫапла каланине итлеме кӑмӑллӑ пулчӗ. Е ку ҫын мантан юри куласшӑн-и? Зурин отрячӗ ку хуларан ҫав кунах тухса каймаллаччӗ. Вӑхӑт ирттерсе тӑмалли те ҫук. Ҫавӑнтах эпӗ аттесем патне ҫыру ҫырса Марья Ивановнӑна тыттартӑм та, ӑна хӑйне Савельич аллине шанса парса, унран уйӑрӑлтӑм. 1793 ҫул, июнӗн 28-мӗшӗ». Ҫав усалсем крепость ҫывӑхӗнчех сиктерсе ҫӳреҫҫӗ, тесе килсе каласан та, хӑнк та хусканас ҫук. — Манӑн алра пулсан, калаҫнӑ пулӗччӗ. Унӑн пит-куҫӗ тӑрӑх эпӗ ҫийӗнчех вӑл кӑштах вӑтанса именнине, хамӑр хушӑмӑрти калаҫӑва мӗнрен пуҫласа ярасси ҫинчен шутланине туйса илтӗм. Апла пулин те, пирӗн ҫав юлташлӑхран колхоз туса хумалла, ӑна колхозӑн шӑмшакки вырӑнне хӑвармалла, вара ҫав шӑмшак йӗри-тавра вӑтамсем пӗрлешсе, колхоза ӳт илтерсе пымалла… Анчах, тепӗр енчен, сӑмах пӗлтерешӗ ӑна мӗнле сӑн-сӑпатпа каланинчен, калаҫӑвӑн пӗтӗмӗшле пӗлтерӗшӗнчен ытларах килетчӗ, ҫавна пула пиртен пӗри ҫӗнӗ уйрӑмлӑха палӑртма кирек мӗнле ҫӗнӗ сӑмахпа усӑ курсан та, кӑшт систеричченех тепри шӑпах ҫавӑн пек ӑнланатчӗ. Асса кайнӑ ҫил урсах кайнипе халиччен тӳссе ларнӑ ҫӳллӗ йывӑҫсем сахалах мар ҫӗр ҫине йӑванчӗҫ. Юханшывпа ишме ҫав тери кичемччӗ ӑна. — Ну аван та. Ахаль те пирӗн ҫинчен тем те пӗр калаҫаҫҫӗ, ытла чарусӑр, теҫҫӗ. Пит кӑсӑклӑ хӗрача. Вӑл мӗншӗн ҫавнашкал пулнине Егорушка ниепле те ӑнланса илеймест, тата ҫавна пулах ун пуҫӗнче юмахри пек шухӑшсем ҫаврӑнкалама тытӑнаҫҫӗ. Половцев. Анчах ҫапах та… Пур ӗҫре те конспираци… Ах тупата!.. Ҫавӑнпа, хӑйӗн хӑнӑхусӑр командинчен никама та хӑрушлӑха лектерес мар тесе, Дик Сэнд ку ӗҫе хӑй пуҫӑнчӗ. — Ирсӗр, ҫӗлен! — кӑшкӑрса юлчӗ Фрося ун хыҫӗнчен, унтан вӑл вут купи ҫумне тайӑнчӗ те пӑвӑнса ҫитнӗ сасӑпа йӗрсе ячӗ. Фомана хреснашшӗ хирӗҫ тухса илнӗ. Пролётка ҫине ҫума-ҫумӑн вырнаҫса ларсан, хреснай ывӑлӗн васкавлӑ, пӑшӑрхануллӑ ыйтӑвӗсем ҫине Маякин симӗсрех куҫӗсене канӑҫсӑррӑн йӑлтӑртаттарса:— Аҫу йӑлтах ӑсне ҫухатрӗ… — тесе ответленӗ. Петербургра, тата таврари ялсенче те, усал тухакан кашни пӳртех пӗренешерӗн сӳтсе пӑрахрӗҫ. Капитан Смоллетт — лайӑх моряк, кун ҫинчен эпӗ яланах ҫирӗплетнӗ, анчах дисциплина тӗлӗшӗнчен вӑл ытлашши хытӑ тытакан ҫын. Ирхине Воропаев чи малтанах ӗнер пухура пулман фронтовиксемпе паллашма кайрӗ. Чӑнласах калатӑп, эсӗ сысна пулин те… Хутланса выртнӑ Крэнкбиль шухӑша кайнӑ. Кун каҫиччен вӑл нимӗн те ҫимен, халь ӗнтӗ ун качамӑйрипе сутӑ тӑвакан тусӗ панӑ михӗсем пулман, витӗнмесӗрех выртнӑ вӑл. Вӑл хайхи икӗ эрнене аса илнӗ, ҫав икӗ эрне хушшинче правительство ӑна апат та, пӳлӗм те панӑччӗ. Ку сцена мӗнле вӗҫленнине эпӗ каласа пама тытӑнмастӑп та; мӗншӗн тесен, вулаканӑн кӑмӑлне кӳрентермерӗм-ши тесе, эпӗ ахаль те пӑшӑрханатӑн. — Йӑлтах лашана ӗшентерсе ҫитернӗ. Арча пулмалла. Анчах та пӳрчӗ начар манӑн… — терӗ. Вӑл уездри конференцире пулчӗ. Икӗ кун хушши хӗрӳ тавлашусем пычӗҫ. Атте, укҫана илсе, шӑлӗпе ҫыртса пӑхрӗ — суя укҫа мар-и, унтан хулана кайса виски туянмалла, паян кунӗпе те пыра пӗр тумлам яман терӗ. «Манӑн кӗпе-тумтир е ытти япаласем Гарви тетене чӑрмантараҫҫӗ пулсан, эпӗ вӗсене пӳлӗмрен илсе тухатӑп», — терӗ Мери Джейн, анчах Гарви тетӗшӗ: «Пачах чӑрмантармаҫҫӗ», — терӗ. — Ҫапла, анчах Ҫӗнӗ Зеландине кайнишӗн эпӗ телейлӗ те, ҫав вӑхӑтрах телейсӗр те. Манмастӑп эпӗ. Австралинчи каторжниксене тӳрӗ ҫул ҫине тӑратасси Паганель шутланӑ пекех ҫӑмӑл мар иккен. Мана вӑл та, хам та шел туйӑнса парӗ; вӑл крӳчниксене сирсе, пысӑкскер, йывӑрскер, пӗчченскер, пароход ҫине кӗрсе кайнине пӑхса, эпӗ чутах уласа макӑрса ямарӑм… — Эсир пӗлеймӗр-ши! — пӑшӑлтатрӗ Елена. Вӗсем таврӑнсан:— Пӗлетӗр-и? — кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл, тӑмасӑрах. Тискер кайӑкӑн ӗнсе ҫинчи ҫӑмӗ ҫӗкленчӗ. Тепӗр темиҫе кунран Совет Союзӗн социализмлӑ демократизма сарса янӑ никӗс ҫинче тунӑ ҫӗнӗ, социализмлӑ Конституци пулать. — Эсир ӳте вӗлерме пултаратӑр, мистер Гандс, — анчах чуна мар. Ҫапла вӗрентрӗҫ мана хамӑр чиркӳре. Пӗлсе тӑрӑр. Ирхи тӗтре ӑшӗнчен хӗвел тухса ӑшӑтас пулсан, ӑна тӑн кӗрӗччӗ, унсӑрӑн ҫук. Акӑ, сӑмахран, Шерлок Холмс, — вуланӑ-и эсӗ? Ырӑ карчӑка куҫӗнчен пӑхма манӑн хӑюлӑх ҫитмерӗ; эпӗ, урӑх еннелле пӑхса, унран кучченеҫ илтӗм те, куҫҫуль тумламӗсем тата хытӑрах шӑпӑртатма пуҫларӗҫ, анчах халь вӗсем ҫилӗпе мар, юратнӑран, намӑсланнӑран юхрӗҫ. Ача кирек мӗнпе йӑпансан та… хӑвӑрах пӗлетӗр. Аннене те ачашлӑр. Пӗртте вӑрҫмасан пурнӑҫ тӳсме ҫук кичем пулӗччӗ. Сана, ҫарта пулса тата ҫул ҫӳресе тем те пӗр курнӑскере, пустуй сӑмах калӗ тесе шутлас ҫук эпир. Халех, пит чаплӑ парнепе килет, те! Ял Совет крыльци ҫинче, унталла пыракан Давыдова тӳртӗн, пӗр кутамас ҫын тӑрать, пуҫне вӑл шурӑ хӑюпа тӳпине хӗреслетнӗ, йӗри-тавра кӗске касса ҫавӑрнӑ лутра хура кубанка-ҫӗлӗк, ҫине туллатнӑ пӗрмеллӗ кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ. Диарбекиртан хӑҫан таврӑнтӑн эс? Малтан вӗсем шыв хӗррипе пыракан урампала утрӗҫ, ике урлӑ урамран иртсе кайрӗҫ, виҫҫӗмӗш урамнелле пӑрӑнчӗҫ те Кардиф тӑвӗ ҫинелле каякан сукмак ҫине тухиччен тӳрех утрӗҫ. — Халь ӗнтӗ ӑна пӑхма та юрать. Манӑн ырӑ ҫыннӑм, тархасшӑн, турӑ лашана кунта илсе тухма хуш-ха, — терӗ генерал хӑйӗн самаях илемлӗ те ҫамрӑк адъютантне. Хӑйӗн капӑр платьи вырӑнне сарӑ-кӗрен тӗслӗ сарлака пурҫӑн блуза тӑхӑннӑ, ҫаннисем унӑн уҫӑ, усӑнса тӑраҫҫӗ; пилӗкӗ ҫинче пӗтӗрсе ҫыхнӑ хулӑн шнур. Тирансен мӑшкӑлне вӑл чӑтаймасӑр, Арӑмне, ачине-пӑчине пӑрахса хӑварнӑ; Генерал, тес? Тупӑкҫӑ, хӑйӗн яланхи йӑлипе, ытлашши илместӗп тесе, тупа тунӑ; приказчикпа иккӗшӗ пӗр-пӗрне куҫ хӗссе илнӗ, вара кирлӗ ӗҫсене хатӗрлесе ҫитерме тухса кайнӑ. Скайльс ыйтӑвне хуравласа — Лось инженера ҫакӑнта курма пулать-и? — ӗҫлевҫӗ сараялла шалалла пуҫӗпе сӗлтрӗ. Майӗпен. Воропаев хуларан кайнӑранпа ӗнтӗ икӗ эрнене яхӑн ҫитрӗ. Ҫав пӑралука кӗрсен, сылтӑм енчи виҫҫӗмӗш хапхана пӑхӑр… — Эпӗ ӑнланаймастӑп сире, Марья Николаевна. Ҫав уҫланкӑна пырса кӗриччен, пӗрремӗш юланучӗ хӑй лашине пӑртак чарса, пӗр-икӗ секунда хушши тинкерсе пӑхнӑ. Пуҫне вӑл шап-шурӑ, крахмалпа хытарнӑ калпак тӑхӑнатчӗ. Пӗр вараланчӑксӑр, тап-таса саппунӗ айӗнче ҫап-ҫутӑ ҫутатнӑ шукӑль атти пуҫӗсем курӑнатчӗҫ. Культура мӗн таран ҫӳллӗ, этем ыйтӑвӗсем ҫавӑн чул тарӑнрах йунеҫеҫҫӗ, ҫавӑн чул — вӗсем малалла аталанас ҫул ҫинче чӑрмавсем сахаллансах пыраҫҫӗ. Ҫакна ман арӑм ҫеҫ мар, ун йышши хӗрарӑмсем пурте ӗненеҫҫӗ, вӑл пур ҫӗрте те ҫакна ҫеҫ илтет: Екатерина Семеновнӑн икӗ ачи вилнӗ, мӗншӗн тесен вӑл Иван Захарыча вӑхӑтра чӗнсе ӗлкӗреймен. — Шута илсем, тусӑм, эпӗ чӑнласах ыйтатӑп: мӗнле утӑ ҫинчен калатӑн эсӗ? — Палан кӗтесӗнчи утӑ ҫинчен. — Ҫук, эсӗ… аҫу пек инҫе вӗҫсе ан кай. …Кӗҫӗн Вар урамӗнче чавсанай ларать. Юлашки кунсенче сӑнран кайнӑ, кичемленнӗ Яков Лукич ӑна хирӗҫ ларнӑ та темскер ҫырать. Эс ҫапла каланӑ вӑхӑтра ҫутӑ пайӑрки Ҫӗр тавра сакӑр хут вӗҫсе ҫаврӑнма пултарать. Лось шарфне янах айне чиксе хучӗ, аллисене кӗсйисене шалах пытарчӗ те ҫурт еннелле суллана-суллана, тайкаланса утать. — Вӑл мана моряк тӑвасшӑнччӗ. — Эсӗ, шӑпӑрлан, — терӗ вӑл, Саша енне ҫаврӑнса, — мӗн ҫыхлантӑн унпала? Ун ҫӳллӗшӗ ултӑ футран та иртет, тата вӑл питӗ вӑйлӑ пулмалла. Чи кирли кунта пӗр комбайн — алӑсем. Турӑ пӑхать: каллех ҫӗр ҫинче чӗрӗ япаласем ӳсме тытӑнаҫҫӗ — курӑксем те, выльӑх-чӗрлӗхсем те, этемсем те!.. Ним курми пулнӑ тимӗрҫӗ хӑй те ыттисемпе пӗрлех урайне тӑсӑлса выртрӗ. Олейник хулпуҫҫи урлӑ ҫаврӑнса пӑхрӗ: — Кала-ха эсӗ: чӑнах-и вӑл? Акӑ вӑл. Умлӑ-хыҫлӑн чӑсӑлса кайса, ҫак ушкӑн сӗм тӗттӗм вӑрман витӗр кукӑр-макӑр пӗчӗк ҫулпа ним сасӑсӑр утнӑ, ҫул ҫинче хӑй пӗрмаях хушӑнса пынӑ. Ан ҫиллен: лаша тӑватӑ ураллӑ та такӑнать, теҫҫӗ. Нансен шухӑшланӑ яланхи пӑр юхӑмне Татаринов капитан ҫулҫӳревӗ те ӗнентерет, пӑр юхӑмӗпе ҫил юхӑмӗн танлаштару формули вара вырӑс наукинче питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Эпӗ тимӗр шапасен темӗн пысӑкӑш хупписем выртнисене те куратӑп, хӑш-пӗрисен хулӑнӑшӗ час-часах вунпилӗк футран та иртекеннисем пур. — Сывӑ пул, сывӑ пул, матушка! — терӗ комендант, карчӑккине ыталаса. — Тӑвӑл ҫӗкленчӗ! — пӑшӑлтатрӗ Марыся, хӑраса ӳксе. Вӑл, троянец пек, пӗр матрацпа витӗнсе тӑрсах, карап ҫинчи коридора паттӑррӑн сыхларӗ. Мӗнпур приказанисене вӑл нимӗн чӗнмесӗр, пӑхӑнса тата ырӑ кӑмӑлпа пурнӑҫласа пыратчӗ. Вӑл пиртен пуринчен те пӗр 20 ҫул аслӑрах. Акӑ халӗ ҫак ватӑ та шанчӑклӑ тарҫӑ пирӗн куҫ умӗнчех вилсе выртать. Сезам тени маншӑн вара тӗлӗнмелле ӑрӑмлӑ сӑмахчӗ. — Ҫапла, эпӗ Германи ҫарӗн офицерӗ! — Мӗн ҫинчен хушатӑр? — терӗ вӑл. Сӑнӗ-пичӗ кӑвакарса кайнӑ ун, питҫӑмартийӗсем путса кӗнӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсем каска козырёкӗ айӗнчен пӗр вылямасӑр пӑхаҫҫӗ, — текех ӗнтӗ вӗсем, яланхи пек, ҫӑлкуҫӗ пек ҫутӑлса пӑхмаҫҫӗ, халичченхи пек тӳлек мар… Ситанов ӑна сиввӗн систерсе каларӗ: — Пӑрах, атту эпӗ ҫапӑҫас умӗн сан ҫинчен каласа кӑтартӑп! Хӑйсене кирлӗ пулсан, вӗсем мана малалла тӗртсе яраҫҫӗ те манӑн шӑмӑсем ҫийӗпе, кӗпер урлӑ каҫнӑ пек, малалла утса каяҫҫӗ… Ҫав шӑрпӑк сан куҫна хулӑн пек курӑнать-и? Патошкин ҫыру кӗнеки ҫине цифрӑсем ҫырса, сӑрт тайлӑмӗнче ларать. Гостиницӑсенче вӑл юлташсенчен ютшӑнарах тӑма тӑрӑшнӑ, пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре ларнӑ, никама та сӑмах хушман, калаҫса кайман; унран ҫул ҫӳреме мӗншӗн тухни ҫинчен ыйтсан, вӑл кӗскен те уҫӑмсӑр сӑмах тавӑрнӑ, калаҫнӑ чухне те питне-куҫне манах рясин капюшонӗпе хупланӑ. Чӗнтӗрлӗ чӳрече каррине кӑвак хӑюпа ҫавӑрса тытнӑ. — Кала, кала!.. Отставкӑри прокурор, тулли кӑмӑллӑ нимфӑна ӳкерсе илемлетнӗ табакеркинчен табак шӑршлакаласа тата хӑна ҫине табак тӗслӗ куҫӗсемпе пӑхкаласа, тимлӗн итлесе пӗтерчӗ; итлесе пӗтерчӗ те «каласа кӑтартнине тӗплӗнрех ӑнлантарса пама» ыйтрӗ. Инсаров тӗплӗн каласа парасшӑн пулманнине асӑрхаса илсен (вӑл килессе те ун патне ирӗксӗр кӑна килнӗччӗ), пуринчен малтан «пенёнзпа» хӗҫпӑшалланма канашланипе ҫырлахрӗ, тепӗр чухне килсе кайма сӗнсе: «сирӗн пуҫа ҫынна шанасси килсе кӗрсен, «ӗненменлӗх» чаксан — тепӗр чухне килсе кайӑр», — тесе хушса хучӗ вӑл, уҫӑ табакеркине сӑмси айне тытса табак шӑршланӑ май. (Отставкӑри прокурор о саспалли ҫине пусарах калаҫать.) Анчах Валька итлесе пӗтермесӗрех ҫаврӑнса кайнӑ пек астӑватӑп-ха. (Старик аран-аран, питӗ йывӑррӑн калаҫать.) — Сывӑ пул!.. — терӗ Воропаев чылай вӑхӑт хушши чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Сыв пул! — терӗ хӗр. Алексей комиссар Воробьева, унӑн пысӑк, шыҫса кайнӑ, шурӑ простыня ҫинче сарӑхнӑ тӗслӗн курӑнакан кӗлеткине, ун умӗнче тӳсмелле мар хуйхӑра тӑракан хӗрарӑма, комиссар красноармеецсем пушӑ хир тӑрӑх мӗнле пыни ҫинчен каласа кӑтартнине аса илчӗ. Унтан вӗсем пурте чей ӗҫме ларчӗҫ, лӑпкӑнах, анчах хуллентерех те асӑрханса сӑмахласа ларчӗҫ. — Анне, эпӗ санран ӑна пирӗн патра юлма ирӗк ыйтатӑп. Сӑмса вӗҫне вунӑ кӗрепенкеллӗ Новицкий гранатине ҫакса ямалла та, ҫӗр каҫа вӑл чылаях усса антарма пултарать. Пӗлетӗп, эпир часах акӑ каллех уйрӑлатпӑр, тен, ӗмӗрлӗхех те пулӗ: иксӗмӗр те мӗн виличченех тӗрлӗ ҫулпа уйрӑлса кайӑпӑр, ҫапах та эпӗ ӑна ҫав тери ӑшшӑн аса илеп; эпӗ ӑна ҫакӑн ҫинчен яланах каланӑ, ҫавӑнпа вӑл, хама ӗненсех каймасть пулин те, шанса тӑрать. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе вӑранса кайрӗ. Хӗрарӑмӗсем — вилнӗпе пӗрех, кинне… ачисене шыв сапса тӑна кӗртрӗҫ… Аслӑ урамӑн вӗҫӗнче китанда — саплӑклӑ, тӗсӗ кайнӑ шӑналӑк карнӑ, шӑналӑк вӗҫне татӑк-кӗсӗк ярапа янӑ наҫилкка, — курӑнса кайрӗ. Сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ: «Кам? Эпӗ, чӑн-чӑннипех чирлӗ пулсан та, ан тив, вилес пекех выртам, ун чухне те хам ҫывӑха яман пулӑттӑм тухтӑра. Хӗрсе ушкӑнӗнче ӑна Оксана ҫинҫе сасӑпа кулни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Ҫук ӗнтӗ, лӑпланӑр, эпӗ пымӑп Сирӗн пата. Пире, Сергей, санпа иксӗмӗре, вӑл ку тарана ҫитиччен тӑрантса усрарӗ, турӑ пулӑшсан, малашне те тӑрантса усрӗ-ха. Малтан вӗсем ӑна ҫакса хунӑ, вара пуҫне ҫӗмӗрсе миммине ҫисе янӑ. Ҫакӑнпа Обердофертан тӗпчесси пӗтет. Гаер Кулий вилем батальонӗнче Петькӑн пӗр тӑван пиччӗшӗ Мускавра пурӑнать. Ҫакӑн евӗр картинӑсене туянакансем сахал, куракансем вара — купипех. Анчах пурӑнӑҫ чӑрмав хыҫҫӑн чӑрмав кӑларса пырать. Ачисем кӗтӗвӗпех шыв хӗррине килте тӗртсе тунӑ кавир сарса ларнӑ, хӗрарӑм-тарҫӑ вӗсене кофӗ пырса пачӗ. — Санпа пӗрле эпӗ нимрен те хӑрамастӑп, — терӗ Оля, ун ҫине хӑйӗн пысӑк та ҫутӑ куҫӗсемпе пӑхса. Вӑрман сӑнӗ улшӑнчӗ ӗнтӗ. Яков Лукич алӑкӑн пӗр хуппине асӑрхана-асӑрхана уҫрӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ, Давыдова мала ярса, шӑппӑн: — Ҫак кӑвакарчӑнсем ҫине пӑхӑр-ха эсир. Паллах, совета эпӗ вӑл ман пирки малта каланӑ пек йышӑннӑшӑн пӗрре те ҫиленместӗп. Хӑюне ытлашши хӑпартнӑ лампа тӗтӗм мӑкӑрлантарать. — Ҫӗр хут та ҫапма пултаран, — терӗ Гейка, куҫне хупса илсе. — Тытса хӗнӗттӗм те эпӗ сана, темшӗн чӑрманас килмест. * * * Пӗр сехет иртсен, Индж фортӗнчен вунӑ миля кайсан, виҫӗ юланутӑн пӗр-пӗрин хушши чылай улшӑннӑ. Огняновӑн хӗпӗртесси часах иртрӗ: тӗрӗксене тарса хӑтӑлма йывӑр мар… Эпӗ ӑна шывпа сапрӑм, вӑл чашлатса илчӗ те урайнелле салхун йӑванчӗ карӗ. Стёпушка вара нимӗнле пособи те илмест, никампа та хурӑнташла-тӑванла мар, вӑл ҫут тӗнчере пурӑнни ҫинчен те никам та пӗлмест. Хура тӗтӗм палкамӗсемпе пӗрле шанчӑк-ӗмӗт те вӗҫе-вӗҫе ҫухалать. Анчах Магеллан каялла таврӑнма юраманнине лайӑх ӑнланнӑ. Каютӑра тӑвӑрлӑх е апат пӗрьевӗрлӗхӗшӗн ӳпкелешекен кутӑн хӗрарӑм-пассажирсен шутне кӗртместӗп эпӗ хама. Алексейпа Оля халӗ ҫав хӑйсем патнелле ҫывхаракан лодка ҫине кӑмӑлсӑр пулса пӑхрӗҫ, анчах та, ҫав лодка вӗсене валли мӗнле хыпар илсе пынине пӗлнӗ пекех, вӗсем темшӗн ӑна хирӗҫ утрӗҫ. Гаррис блокночӗ ҫине тем ҫырса хучӗ те сӑмахламасӑрах пуҫне сулчӗ. — Мӗн калаҫан? Вӑл мана пусма ҫинчен пӑрахасси те инҫех мар, пурне те кӗтме пулать. — Серафим та ҫавӑн майлах калатчӗ, — терӗ Тихон. Вӑл хуҫа мӗн каланине итлемерӗ пулмалла. Мана пӗр хӗрарӑм, аллине ача тытнӑскер, алӑка уҫса кӗртрӗ, пӗрмаях шӑхӑрнӑ пек калаҫса, мана мӗн кирли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Нимӗҫсен малти посчӗсенче, такам хуйхатнӑ пек, ҫине-ҫинех пулемётсем тӑкӑртатаҫҫӗ, чӗтренсе те тӗрлӗ тӗслӗ хӗм сапса сигнал ракетисем ярӑна-ярӑна хӑпараҫҫӗ. Кӗрнеклӗ хатӗрлевҫӗ лавҫа усал сасӑпа: «Хӑвала!» — тесе кӑшкӑрнӑ та, ун аллинчи чӑпӑрккана туртса илсе, сылтӑмри, тӗпри лашана хӑмсарнӑ, анчах ӑна ҫапма ӗлкӗреймен: иккӗмӗш хут пенипе вӑл урапа ҫине кайса ӳкнӗ. пуля ӑна пуҫран, сулахай хӑлхаран ҫӳлерех тивнӗ. — Ӑрӑскал! — хӑрӑлтатакан ӗшеннӗ сасӑпа такам Фома патӗнчех каласа янӑ. «Пӗтӗмпех ҫисе пӗтернӗ», терӗ тутар хӗрарӑмӗ: «пӗтӗм выльӑха ҫисе янӑ, хулипе те пӗр лаша та, йытӑ та ҫук, ку кӑна мар, пӗр шӑши те тупма ҫук. — Мӗнле-ха апла вӑл, э? — терӗ татах Ерофей Кузьмич. Вӑйлӑ хӑват пурччӗ ҫав хӗрарӑмӑн, пӗррехинче вӑл арҫыннипе ывӑлӗ фронтра вилни ҫинчен хама тӗлӗнтернӗ чӑтӑмпа каласа кӑтартрӗ. — Тая хӑйӗн пӳлӗмне арҫын йӑхӗн представителӗсене кӗртме юратмасть, анчах сирӗншӗн акӑ, хӑвӑрах куратӑр, вӑл ку йӑлана уясах тӑмасть, — терӗ Лёля, йӑмӑкӗнчен шӳт туса. Куҫусем, сайкка куҫӗ пек, хӗп-хӗрлӗ, шывланса тӑраҫҫӗ. Каяр часрах, атту илсе каяҫҫӗ ӑна! Арина Власьевна ун патне пычӗ те, хӑйӗн кӑвакарнӑ пуҫне унӑн кӑвак пуҫӗ ҫумне хурса: «Мӗн тӑвас, Вася! Ҫак сӑмахсем мана хӗретсе ячӗҫ; хам чӑннипе мӗн тери маттурри ҫинчен вӑл лайӑххӑн пӗлейменнине систерес тесе, эпӗ хӑрах ура ҫинче вӑр ҫаврӑнтӑм, пӳрнесене шаклаттартӑм та сиксе илтӗм. Вӗсен ӑс-тӑнне кӗмелли ҫӑра уҫҫине шыраса тупма пӗлмерӗм пулӗ?.. — Сӑмах май, хӗрарӑмсем ҫинчен калам, — каллех пуҫларӗ Шубин. — Мӗншӗн-ха Стахова никам та алла илмест? Ҫук, капла та ҫитет. — Эпӗ-и? — Хирӗҫме пултараймарӑм-ҫке-ха эпӗ! — Ҫаплах ӗҫлетӗп! Вӑхӑтлӑха вӗсем ҫакна пула аптраса тӑчӗҫ. Иван Иваныч унӑн сӑмахне ҫапла куҫарса пачӗ: — Тӗтӗмпе кӗрешмелли виҫӗ май пур: ҫил вӗрекен енчен тӗтӗм тухмалли шӑтӑка питӗрсе хумалла, ун чухне тӗтӗм ытларах туртать. Алӑк вырӑнӗнчи тире, нюка, ҫӗклеме пулать. Алӑк тӑрринчен тӗтӗм тухмалли тепӗр шӑтӑк тума та пулать. Ах, мӗн тери пӗччен, пӗччен вӑл!.. «Ҫӗнтерӳ» совхоз хӑйӗн эрехӗсемпе паллӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ту-Этеме тӑрантарса усрама его величествӑна пӗр миллион ҫурӑ спруга ларчӗ, терӗ (спруг лилипутсен чи пысӑк ылтӑн укҫи, пысӑкӑшӗ чи вӗтӗ пулӑ хуппи пек). Профессор хронометр йӗппине тимлӗн асӑрхаса пырать. Ытах та вӗсене Вӑтаҫӗр Африкӑри облаҫсенче хӑварчӗҫ пулсан, вӗсен вара ирӗке тухасси пирки ӗмӗтленмелли те юлмасть. Пӗчӗк Джекпа амӑшӗ, чӗркуҫленсе, унран юлашки хут каҫару ыйтрӗҫ. Манӑн Эпӗ нихӑҫан та: «ҫиес килмест, сывлас килмест, курас килмест», — тесе каламасть-ҫке. Анчах, ӑна вилме сӗнеҫҫӗ пулсан, вӑл тем тесен те, тем тесен те: «Кирлӗ мар», — тет. Хӑйсенчи ҫак ырӑ туйӑма сӳнме парас мар тесе, вӗсем хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен чи илемлӗ сӑмахсемпе хӑйсем юратакан ҫынна та, ку юрату ҫумӗнче нимӗнле ӗҫ те ҫук ҫынсене те тӑтӑшах кала-кала параҫҫӗ. Вӑл, пысӑк, ҫӑмламас пуҫне усса, ҫӗрелле пӑхрӗ. Сывӑ пул ӗнтӗ Франци чаплӑхӗ! Анчах ҫав аллӑ тупсӑмшӑн хисеплӗ ят ӑна тивӗҫлӗ мар, вӑл чаплӑ ят Теодорик Гертог голландеца тивӗҫлӗ. Кӑмӑлӗ тулнӑ мужик, кулкаласа, сулӑсем тӑрӑх ҫыран хӗрринелле сиккелесе тухнӑ. Ҫывӑрасса вӑл 5-мӗш бастионӑн оборонительнӑй казарминче ҫывӑрчӗ. Унсӑрӑн эсӗ чӑпӑрккапа ҫӳрени — усӑсӑр вӑл, мана чӑпӑрккапа улталайрас ҫук эсӗ! Вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса хӑтланчӗҫ-и? Вӑл мана хӑйӗн планӗсем ҫинчен, ӗмӗчӗсем ҫинчен тата хӑй тытӑннӑ ӗҫ мӗн пирки ӑнӑҫлӑ пулассине те пӗтӗмпех каласа пачӗ. Учӗ тӗксӗмтерех. Винт выляса пӗтменччӗ-ха, анчах вӗсем ҫуккине сиснӗччӗ, асӑрханӑччӗ. Хулпуҫҫинче вӑл сахалтан та пилӗк фут ҫӳллӗш. Турӑ хыҫҫӑн тата мӗн-ха ним улшӑнмасӑр, нимле иккӗленӳрен те ҫӳлте тӑрать? Эпӗ ҫавна сан тумтирӳ ҫине ӳкерсе лартрӑм. Павел кӗрхи ҫумӑр айӗн е хӗллехи сивӗре вут ҫурнӑ чухне хур пек, хӑрах ура ҫинче тӑрса, шӑннӑ пӳрнисене вӗрсе ӑшӑтнӑ, тепӗрне чалӑшса кайнӑ, ҫӗтӗк атӑ тӑхӑннӑскерне, ун ҫумне тытса тӑнӑ. Ҫакӑ Артамонова кӑмӑла кайнӑ пекех пулнӑ. Анчах, анне, хӑвӑр шутласа пӑхӑр: эсир ӑна хӑвӑр кин тума суйласа илнӗ пулсан — унпа килӗштерсе пурӑнӑр, сирӗн хушӑра харкашу ан пултӑр. Вӑл живопиҫре шишак тӑхӑннӑ ҫаврака кӳлепеллӗ кичем ҫар ҫынни уйрӑммӑнах паллӑн курӑннӑ. Кантран тепӗр вӗҫне ӗнтӗ йывӑҫ ҫине ывӑтса янӑ. — Мӗн пулчӗ паян сирӗнпе? Апат та хатӗр пулнӑ, ун валли хӑй юратакан ҫимӗҫсене пӗҫернӗ, унтан ӑна салтӑннӑ-салтӑнман сӗтел хушшине кӗртсе лартса, тӗпчеме пуҫланӑ: — Ну, мӗнле, шкул кӑмӑла кайрӗ-и? — ыйтнӑ Игнат, ывӑлӗн ҫуталса кайнӑ хаваслӑ пичӗ ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхса. Чул ту айӗнчи йывӑҫ тӗмисен хушшине виҫӗ лаша кӑкарнӑ; хамӑр лашасене ҫавӑнтах кӑкартӑмӑр та тӑвӑр сукмак тӑрӑх плошадка ҫине улӑхрӑмӑр, унта пире драгун капитанӗ, Грушницкий тата унӑн тепӗр секунданчӗ кӗтсе тӑратчӗҫ. Вӑлах вӗлернӗ тесе шутламан пулсан, хирӗҫ тавӑрасчӗ тени ҫук манӑн. Практика тӗлӗшпе нимӗнле опытсӑрччӗ пулин те, Ромашов та чип-чиперех ӑнланчӗ: суд хӑйӗн ӗҫне, нумай йӑнӑшсемпе этемсӗрлӗхсем тӑва-тӑва тултарнипе пӗрлех, сӳрӗккӗн, пӗли-пӗлмилле те ниҫта шӑнӑҫмалла мар тирпейсӗрлӗхпе туса пырать. — Эпӗ сире, савнӑ хӑнамҫӑм, малтанах пӗлтерсеттӗм — эпир кунта бивуакра пурӑннӑ пекех пурӑнатпӑр, тесе каламалла… — пуҫларӗ Василий Иванович. Эпӗ сана пурне те вӗрентӗп-ха. Базаров та Одинцовӑна асӑрхарӗ. Вырсарникунсенче «Ҫӗнтерӳре» научнӑй конференцисем пулса иртнӗ. Атте, эс ун характерӗ хӑвӑнни пек тесе, ан та калаҫ. Тетрадьна аяккарах пытарса усра, ахалӗн хӗрарӑмсем ҫыпӑҫса илӗҫ те, мӑшкӑласа кулса пӗтерӗҫ… Анчах салтакӗсем пурте ӑна хирӗҫ чупаҫҫӗ иккен, — вара Озеров уҫҫӑнах пӗлчӗ: вӗсем темшӗн оборона рубежне пӑрахса каяҫҫӗ. Панкратов ывӑтса янӑ билетне чӑмӑртарӗ те ӑна лампа ҫулӑмӗ тӗлне тытрӗ. Хама вара тӑватӑ кун пурӑнмалӑх апат-ҫимӗҫ парса, парӑспа ҫӳрекен пӗчӗк шлюпка ҫине лартса ҫилпе хумсен ирӗкне ямалла турӗҫ. Японец-капитан ыр кӑмӑллӑ пулса ман валли апат-ҫимӗҫ тепӗр ҫавӑн чухлӗ те хушса пачӗ тата мана ухтарасран пиратсене те чарчӗ. Ҫав апата хӑвӑра килӗшнӗ пек хатӗрлеме вӗренӗр. Вӑл хӑй ӑшӗнче ирхи курнӑҫу мӗнле пулса иртни ҫинчен, Акулинӑпа ҫамрӑк ухутник мӗн калаҫни ҫинчен шухӑшланӑ, вара унӑн ӑшӗ вӑркама пуҫланӑ. Лихо пирки каласан, эсир хушсан, эпӗ каҫару ыйтма та пултаратӑп. Картиш кӗтессинче аякра палланӑ кӳме тӑрать; ун ҫумӗнче тур лашасем сӗлӗ ҫиеҫҫӗ. — Вӗсем пурте интереслӗ мар, — терӗ вӑл илтмеллех: — пуринчен ытла сирӗншӗн; эпир тӗттӗм ҫынсем… Кӑна кӗтме те ҫукчӗ ӗнтӗ — эпӗ хам ятарласа чӗннӗ Николай Антоныча мар, Ромашкӑна хӑвалаттӑмччӗ-ҫке. — Эпир пӗри те пӑшал тытман, — терӗ виҫҫӗмӗшӗ. Вӗсен тискер куҫӗсене тата вӗсем пит чӑтӑмсӑр хускалнисене пӑхсан, ним иккӗленмелли те юлман: вӗсене — хальтерех ҫеҫ тытнӑ тата ирӗклӗх ҫуккине чӑтса пурӑнма вӗсене ҫӑмӑлах пулман. Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах ҫуркунне ҫитни пысӑк хулара ҫын чунне тата сисӗмсӗрех, вӑйлӑрах пырса тивнӗн туйӑнать мана, — сахалрах куратӑн, ытларах сисетӗн. Сапфир тӗслӗ пӗлӗт тӗлӗнче юланут хура силуэт пек палӑрса тӑнӑ. Ҫук, капла юрамасть! — Манмастӑп, — терӗ Санин. Ҫул ҫине тухсан, Хахай пуҫне сулса илчӗ. Маякин, вӑхӑтлӑха чарӑнса, публика ҫине пӑхса илнӗ, унтан куҫхӳрипе савӑнӑҫлӑн кулса, сӑмахне татӑклӑ малалла тӑснӑ: — Эпӗ шыраса тупнӑ тӑрӑх, акӑ мӗн курӑнчӗ: ҫак сӑмах ӗҫе, пурнӑҫри йӗркелӗхе юратнине, ӗҫе пысӑккӑн юратнине, пурнӑҫ йӗркине аслӑн савнине пӗлтерет. — Урасӑр хӑварчӗ мана! Халӗ ӗнтӗ эпир Гамбург ҫыннисем Любек хулине Ганновер урлӑ каякансем пекех пултӑмӑр. Пӗрмай каяс та каяс. — Апла пулсан, сан вырӑну шӑп ҫавӑнта! — йӗрӗнчӗк кулӑпа каланӑ Любовь. Кунта пӑртак тӑрар, ҫав вӑхӑтра вӑл канса илӗ. — Риварес, эсир ытла та пултаратӑр иккен. «Мӗнле тӑвас тенӗ, ҫавӑн пек ту, илсе ҫеҫ кай». Анчах тепӗр минутран, пӗтӗмпех шӑпланса ҫитсен, вӑл пукан ҫинчен сӑпса сӑхнӑ пек сиксе тӑчӗ, мӗншӗн тесен кайри ретсем хушшинче каллех Ҫӑрттан мучин янравлӑ та сӑрӑлтатса тухакан сасси илтӗнчӗ: — Хаклӑ граждансемпе карчӑксем, ыйтам-ха сирӗнтен: мӗншӗн ҫавӑн пек каларӑм-ха эпӗ? — Ав ҫавӑнта! — терӗ Талькав та, ҫурҫӗр енче сакӑрҫӗр чалӑшра ҫӗкленсе ларакан йывӑҫ ҫине пӳрнипе кӑтартса. Ӳркенкелесе пӑртак тавлашкалаҫҫӗ те, вара тӗттӗм кладовойран сарлака питлӗ, сухалсӑр, ырхан яшӑ тухать, хӑй вӑрӑм драповый пальто тӑхӑннӑскер, хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхнӑскер, пӗтӗмпех хӑйне ҫӑм татӑкӗсем ҫыпӑҫса пӗтнӗ. — Катя вилессе ҫитнӗ чух эпӗ ӑна мӗн кирлине пӗтӗмпех патӑм. Вӑл пур паллӑсене те: кӑшт ҫеҫ сисӗнекен сарӑ тӗсе, куҫ айӗнчи пӑртак ҫеҫ палӑрса тӑракан кӑвак вырӑнсене ӳкерчӗ, ҫамки ҫинчи пӗчӗкҫӗ шатрана тума та хатӗрленнӗччӗ, сасартӑк хӑй ҫумӗнче тӑракан хӗрарӑм: «Ах, мӗншӗн ӑна ӳкеретӗр? Ҫав тери пысӑк хӑрушлӑха чӑтса ирттернипе тата тӳсме ҫук ҫилӗ килнипе пӑхма ҫук хӑрушланса кайнӑ Матвей Юргин курӑкран тыткаласа сиксе тӑчӗ те малалла ыткӑнчӗ. Тен, унӑн тусӗсем, хӑй пекех пуҫкасакансем пур-тӑр, вӗсем, тен, тавӑрма тӑрӑшӗҫ. Ҫакӑнтах эпир Катьӑпа Ленинграда килсен чарӑнтӑмӑр, кирек хӑҫан килсен те вара пире чи ҫывӑх та хаклӑ хӑнасене йышӑннӑ пек хапӑл тӑватчӗҫ. Эпӗ ӑна золототысячникпе зверобой ҫырса патӑм, кишӗр ҫитертӗм, сода патӑм, анчах кусем пурте паллиативлӑ мелсем кӑна; мӗн те пулсан вирлӗреххи кирлӗ. — Вӑл ӑна пӗтӗмпех улталанӑ. — Усал! — терӗ капитан. Шыв хӗрринче, ҫӗре тӑвӑррӑн чавса, пиллӗкӗн кӗрсе выртнӑ. Пуклак сӑмсаллӑ «максимка» хыҫӗнче ҫума-ҫуммӑн выртаҫҫӗ вӗсем. Вӑл ҫав ирсӗр ӗҫе хутшӑннине куҫ кӗретех кӑтартса паракан япаласем ҫук сирӗн; хам куҫпа курса пӗлмесӗрех эпӗ ҫавна ӗненетӗп пулсан, ылхан ҫиттӗр мана. Рита темӗн каласшӑнччӗ, Корчагин ӑна пӳлсе хучӗ: — Эпӗ паян пристаньре вутӑ пушатнӑ ҫӗрте ӗҫлетӗп, сана ҫавӑн ҫинчен калама кӗрҫе тухас терӗм. Вара шала сывлӑш кӗме пӑрахать, кунта вырнаҫнӑ вунӑ ҫын пӑчӑхса вилме пултарать. Сасартӑк алӑк шӑппӑн кӑна чӗриклетрӗ те, яланхи пекех пуҫне пысӑк тутӑр ҫыхнӑ хуҫа хӗрачи асӑрханса пуҫне алӑк хушшине чикрӗ. — Хулӑнрах тутине ҫиленчӗклӗн хускаткаласа, вӑл пӗр хушӑ ним те чӗнмерӗ. Ултӑ кунтан, хининпа чӗкеҫ курӑкӗн шывӗ пулӑшнипе, ман ҫирӗп кӑмӑл чире ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех. Эпӗ пултарас ҫук. Леденев командировкӑран Мускава тавӑрӑнчӗ, вӑл малтанхи сыпӑксене вуласа пӑхрӗ те каларӗ: — Ӗҫле, тусӑм. — Пӗлместӗп. Сасартӑк — е мана ку ҫапла туйӑнчӗ-ши? — манран темиҫе утӑмра хӗрарӑм мӗлки вӗлтлетрӗ… Жоржетта кулнине илтсен, Рене-Жан та кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн Гро-Ален та кулма пуҫларӗ. Пӑшалсене ҫӗнӗрен авӑрласа эпир, ҫӗре ӳкнӗ тӑшмана пӑхас тесе, хӳме ҫуммипе йӑпшӑнса пытӑмӑр. — Мӗн тӑвӑр вара эсир пирен патӑмӑрта? Эпир кукамайпа кичемскерсем… Кит хӳрипе хӑрушшӑн ҫапни кимме тӗлӗнмелле вӑйпа ҫӳлелле ывӑтрӗ. — Вӗренесшӗн, — терӗ комисси членӗ Шура. Нумай пӗчӗк ӗҫсем ҫинчен аса илсе калаҫрӗ Айртон, хӑйшӗн пулсан, ним те пӗлтермеҫҫӗ пулмалла вӗсем. Анчах, Джон Мангльсшӑн пулсан, ҫавӑ та ҫитет: ӗненчӗ вӑл, Айртон хӑйне суя ҫын вырӑнне лартмасть. Боцман пулнӑ ҫын чӗнми пулсан, Мэри пӗтӗм чӗререн йӑлӑнса каласа хурать:— Тархасшӑн, господин Айртон, атте ҫинчен тата мӗн те пулсан каласа парӑр, — тет. Ватӑраххисем, — кукша пуҫлисем, кӑвакарнисем, — кивӗлле тумланнӑ, вӗсем ҫинче модӑран тухнӑ сюртуксем, картуссем тата бутылка евӗр атӑсем пулнӑ. Тепӗр минутранах икӗ ача хӑйсен кӑлтӑрпийӗсене харӑсах янӑ. Шубин, ӑна хӑваласа ҫитсе унпа танлашсан:— Ман еннелле ан пӑхӑр, эпӗ эсир пӑхнине тӑмастӑп, — терӗ. Ватӑлмалӑх кунӑнта ӑсран катӑлтӑн-им! Анчах та эпӗ хам сӑмах ҫине тӑратӑпах. Илемлӗ хӗрарӑм тӑмсайла калаҫать, эсӗ итлетӗн те тӑмсайлӑха курмастӑн, ӑслӑ тесех шутлатӑн. Пӑшалпа пени Зеба ытлах тӗлӗнтермен. Эсӗ вӗлертӗн-и ӑна?» — терӗ ҫав вӑхӑтра юлантупа пырса ҫитнӗ Остап. Воропаев ӑнланчӗ: вӑл мӗн каланине Лена пӗтӗмпех илтрӗ, ун ҫинчен вӑл шухӑшласа пӑхӗ; хӑй сӑмахӗсене хирӗҫ Лена нимӗн те хирӗҫлеменни Воропаевшӑн лайӑх пулмалла. Мускав организацин Контроль комисси членӗ Барташев Троцкий, Зиновьев, Каменев ертсе пыракан ҫӗнӗ оппозици ҫинчен каласа пачӗ. «Юрамасть, пан, тупата юрамасть! Калӑн, санран ӑслӑраххи тӗнчипе те урӑх никам ҫук. Ирӗк парсамӑр, господин, эпӗ сире ҫак историе пӗтӗмпех йӗркипе каласа кӑтартатӑп, — ҫаврӑнчӗ вӑл ман енне. Гейзер утравӑн пӗр вӗҫӗнче кӗрнеклӗн ҫӗкленсе шыв сирпӗтет. Юратакан чӗрчунӑн куҫӗсенчи ун пек куҫҫулӗсене кам курман, — ҫав ҫын, ҫӗр ҫинче этем ырӑ сунан кӑмӑлпа тата именӳпе пӗтӗмпех шӑпланса, хӑйне ҫав тери телейлӗн туйма пултарнине те сӑнаса курман. Унӑн чӗри хускалчӗ, вӑйлӑран та вӑйлӑ тапма тытӑнчӗ, тата тӗлӗнмелле! вӑхӑт та хӑвӑртрах иртнӗ пек туйӑнчӗ. Тепӗр тесен, тата, ирхи апат туса илме те юрать пулӗ… — Мӗне пӗлтерет ку? — илтӗнчӗ ҫав самантра палатӑра. — Ҫук, мӗншӗн апла пултӑр! — кулса илчӗ вӑл, — Эпир унпа иксӗмӗр те чудаксем пулнӑ. — Ҫӗмӗр! Хӑйӗн сӑмахӗсемпе Тихон пӗрре кӑна мар ӗнтӗ хӑйӗн йӑлӑхтарса ҫитернӗ тата тӗттӗм шухӑшӗсене хупласа тӑрать; ҫав тӗттӗм шухӑшсем вара хуҫана ытларах та ытларах тарӑхтараҫҫӗ. Мистер Ольбинет куншӑн питех те кӳренчӗ. — Тепӗр чух мана вӗсем Пашӑна кӳрентерме, унран мӑшкӑлласа, асаплантарма тытӑнассӑн туйӑнать. Анчах мӗн ҫине шанмалла-ха? Французсем те кулаҫҫӗ. Юлашкинчен вара, чи хытӑ кӑшкӑрашакан карма ҫӑварсен сассисем хӑйӑлтатма тытӑнсан, Давыдов, халиччен ун пек пулманскер, хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Ка-а-ам сирӗн пек ҫакнашкал канашлать? Жилет айӗнчен пит ҫинҫе катанпиртен ҫӗленӗ кӗпе курӑнать, кӗпине ҫӳхи патӗнче хура лентӑпа ҫыхнӑ. Анчах кам ыран акма тухмасть, ҫавӑн ҫӗрне эпир колхоз валли туртса илетпӗр те хамӑр акса хӑваратпӑр! Эсӗ, турӑ ылханнӑ ҫын, Христоса пӑталаса лартнӑ! Тирпейлӗ, таса пӳлӗме ӳкернӗ пулсан аванччӗ, анчах вӑл урайӗнче мӗнле ҫӳп-ҫап выртать, ҫаплипех ӳкернӗ. Эпӗ унта унӑн вӑрӑ-хурахсем арпаштарса пӗтернӗ вырӑнне куртӑм; шкапа ҫӗмӗрнӗ те япаласене пӗтӗмпе ухтарнӑ; пушанса юлнӑ турӑш кӗтессинче лампадка ҫунсах тӑрать. Ку ӗҫре ӑна ирландецӑн мӗнпур ҫемьи пулӑшу парать. Тӗлӗнмеллерех темӗнле сӑмах — темиҫе хутчен. Чӗппи вилсе кайсан, вӑл мӗншӗн вилни пирки те, вӑл ӑҫта кайни пирки те шухӑшламасть, кӑтиклекелесе илет те малтанхи пекех пурӑнма пуҫлать. Салтак вырӑнӗнчен кӑшт хускалчӗ те, ӗнсине хыҫкаласа тата йӗри-тавра шикленерех пӑхса:— Эсир никама та каласа памӑр-и? Эпир унпа калаҫса кайрӑмӑр. Марья Ивановна кунҫулӗ ҫинчен пӗлменни мана пуринчен те ытларах ҫунтарать. Ну-так вӑт, ҫитӗнсе ҫитсессӗн, ман сӑмахсене, ахӑртнех, аса илӗр акӑ эсир: упӑшкапа юранине юратнӑ ҫынпа юрамасть-ҫке-ха. Пырать… Анчах Токарев ҫаплах каймасть. — Манӑн нимӗншӗн те вӑтанмалли ҫук, — тесе пуҫларӗ Митя харсӑррӑн, пуҫне силлесе илсе. Ун ҫийӗпе, ун тавра, пур ҫӗрте те вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗттӗмлӗх кӑна; унӑн вичкӗн туйӑмлӑ чун-чӗри, туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх евӗр, пур тӗрлӗ ҫӗнӗ туйӑмсене хирӗҫ те хуравласа чӗтренме хатӗр. Эрне хыҫҫӑн эрне иртнӗ, кӗтнӗ ҫыран ҫаплах курӑнман. Вӑл йӑла тӑрӑх, король мӗнле те пулин паллӑ сановнике ҫӑмӑл вӗлерттермелле тунӑ пулсан, хӑйӗн урайне хӑмӑр тӗслӗ наркӑмӑшлӑ порошок сапма хушать, вӗлермелле тунӑ ҫын вара ҫав порошока ҫуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинче вилет. Тӑлӑх арӑм ман хута кӗчӗ, анчах халӗ пурпӗр инкекрен ҫӑлӑнас ҫук, куна аванах сисетӗп. Эпӗ ҫав-ҫавах пӗччен пултӑм, анчах ҫав минутсенче пӗрмаях ҫапла туйӑнчӗ: ӑнланмалла мар чаплӑ ҫутҫанталӑк, шупкарах сенкер тӳпере пӗр тӗлли-паллисӗр ҫӳлӗ вырӑнта темшӗн чарӑннӑ ҫутӑ уйӑхӑн хӑй патнелле туртакан кӑшӑлӗ, кирек ӑҫта та яланах манпа пӗрле пулса, хӑйпе вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑша тултарса тӑнӑ пек курӑнаканскер, тата эпӗ, ниме тӑми ӑман, этемӗн япӑх та юрлӑ туртӑмӗсемпе ирсӗрленме ӗлкӗрнӗскер, анчах ӑсра сӑнарлассипе юратӑвӑн хӑватлӑ та тем анлӑш вӑйне пытарса усраканскер, — эпир пурте: ҫутҫанталӑк та, уйӑх та, эпӗ те пӗр япала пулнӑн туйӑнчӗ. Тахҫантанпа тасатмӑн сукмаксем курӑкпа хупланса ларнӑ, вӗсем ҫине кӗркуннехи ҫанталӑкпа сарӑхса кайнӑ вӗрене ҫулҫисем хуллен тӑкӑнаҫҫӗ. Пуҫӗ ҫинче, кӗске кастарнӑ ҫӳҫ хушшинчен, тӳрленнӗ тарӑн суран йӗрӗсем курӑнаҫҫӗ. — Мана ун пирки аса илтерни, Макс, чунсӑрла хӑтланни пулать, — терӗ вӑл шӑппӑн, — ҫапла ним тӗллевсӗр аса илтерни… Джемма вара ҫавӑнтах васкаса, пӑтраштарса, йӑл кулса, кӗскен ассӑн сывла-сывла тата Санин ҫине ҫутӑ куҫӗсемпе хӑвӑрт пӑха-пӑха илсе, (Санин та ун ҫине ҫаплах пӑхрӗ), каласа кӑтартма пуҫларӗ. Хӗрача йӗме чарӑнчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑна чунтанах тӳсме тӑрӑшса, ӗсӗклесе илкелет. Боецсем васкамасӑр ответлерӗҫ: — Ывӑткаланӑччӗ… Шутласа пӑхӑр-ха эсир, Ипполит Сидорыч кинжал тытма пултарать-и? Ак ӗнтӗ! — Унта пӗр миля, каялла тепре — пурӗ иккӗ. Дымок аяккарахра ҫатан картаран шалча хуҫса кӑларма хӑтланать, ыттисем, каялла чакма шутламасӑр, уҫӑмсӑррӑн ӳпкелешсе шавлама тытӑнчӗҫ. Кунти ӑшӑк вырӑн типӗ ҫӗр ҫывӑхрине систерет. — Ҫак юлашки апата пӗр тӗпренчӗк юлмичченех ҫисе ярса вӑй илмелле пирӗн. Ромашов ҫул тӗлли-паллине курмасӑрах утрӗ, ӑна вӗҫӗмсӗрех такам, пысӑкскер, кӗрнеклӗскер те евӗкскер, ак-ак халех, ҫак самантрах, питрен вӗри сывлӑшӗпе вӗрсе ярас пеклӗн туйӑнса пычӗ. — Семёнов патӗнче-и? Эпир иксӗмӗр те ним тума пӗлеймерӗмӗр, анчах та манӑн ҫак вӑхӑтра тата темӗнле тилӗрсе каяс та килчӗ. Ҫӗр пӑшал сасси пӗр харӑс янӑраса каять… Хӑрушла ӗхӗрӳ. Чӳрече хупписене ҫапса лартман килсенче, кашнинче тенӗ пекех, хӗрарӑмсем хуҫа пулса пурӑнма пуҫларӗҫ. Хӑйӗн арӑмӗпе юлтӑшӗсене пример кӑтартмаллине вӑл аванах ӑнланать; хӑйӗн вилӗмӗ вӗсен ӗҫне мӗн майпа та пулин ҫӑмӑллатас пулсан, вӑл вилме те хатӗр пулӗччӗ. Мадам Альтман «Ку-ку» ятлӑ пӗр ҫӑмӑлттайла каҫхи заведение тем пулсан та кӗрсе тухма ӗмӗтленет, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл унта тахҫантанпах пулман, ҫавӑнпа та унӑн, сӑра сутакан ҫӗре кӗрсе, «Виҫӗ гусар» текен пивнойра эрех ӗҫес килет, вӑл ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫав заведение тахҫан Штраус ҫӳренӗ пулать. Ҫав самантрах Степан Иванович Мересьева журнал илсе пырса пачӗ. — Халӗ ирхи апат тӑвар-ха, — терӗ вӑл. Ҫамрӑк капитан палуба ҫинчех ҫӗр каҫма, пурне те хӑй пӑхса тӑма шут турӗ. Ах, Варюха-горюха, мӗнле вӑл пире иксӗмӗре тӑлӑха тӑратса хӑварчӗ! — Халӗ ӗнтӗ аялта тытамак пулать, — мӑкӑртатрӗ вӑл, пусма тӑрӑх анса. — Арҫынсем хӗрарӑмсенчен ытларах хуҫа-ҫке-ха. Иван Кузмич хӑйӗн арӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ: — Акӑ, илтетне, матушка, чӑнахах сире пӑлхавҫӑсемпе ӗҫ татичченлӗхе аяккарах ӑсатас мар-и? Виҫҫӗшӗ урамалла тухрӗҫ, Разметнов, Кондрат ҫине пӑхкаласа, ҫапла ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн ҫамкуна пӗрӗнтернӗ? Ыттисем, тата маларахрисем, мӗнлерех ҫынсем пулнине Егорушка кунтан кураймасть. Пест барон та бульвара тухрӗ. Вӑл витнӗ ҫиттине сирсе портрета кӑнтӑр ҫутинче тӗплӗн пӑхса тухрӗ. Унӑн симӗсрех, ӑвӑс тӗслӗ пичӗ, пуҫ таврашӗсем кӑвакки тата яланах тенӗ пек ҫутӑлса тӑракан куҫӗсем ку ҫын сывӑ мар, пит чирли ҫинчен каланӑ. — Кайӑпӑр, — терӗ Гленарван, карабинне хулпуҫҫинчен ҫакса. — Ку пурпӗрех; эпӗ хама ӑнланччӑр тесе калаҫатӑп; эпӗ… семинари йӗкехӳри мар. Люк хуппи шалтлатса питӗрӗнчӗ. Хӑйӗн ҫынран ютшӑнакан типшӗм те мӑн сӑмсаллӑ, сар ҫӳҫлӗ ачине хӑнисене кӑтартнӑ чух, вӑл кирек хӑҫан та хаваслансах мухтаннӑ: — Куратӑр-и, мӗнле ӑмӑрткайӑк? Ҫакна эсӗ, йӗкӗт, турӑ сана ҫынран катӑк туман-тӑк, ӑнланма тивӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Елена хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ, уҫӑ чӳрече умне ларса, аллисем ҫине таянчӗ. Ку вӑл Клин ҫывӑхӗнче пулчӗ пулас. Сасартӑк тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ: — Авӑ ватӑ Богс килет! Каллех эрех кӳпме килет ялтан. Авӑ вӑл, курӑр! Эпӗ-и? Манран пӗри те хӑтӑлаймӗ, ҫу-ук! Бек мар-и вара? — Ҫавӑ. — Ах, — тет вӑл, — мӗн шухӑшлатӑп-ши эпӗ! — хӑй каллех ларать. Ирӗксӗрех мӑнӑн ҫакнашкал шухӑшламалла пулчӗ, унтан эпӗ каллех хамӑн ҫырӑвӑма ҫырма пуҫларӑм, ҫав тери хӑвӑрт тумалли ӗҫсем сиксе тухичченех шутларӑм вара. — Кала. Эпӗ ҫывӑрма выртрӑм, хурал тӑма черет ҫитсен те, Джим мана вӑратмарӗ. Салтаксем, тыткӑна илнӗ ҫыннӑн аллисене кантрапа ҫыхса, ӑна площадь тӑрӑх сӗтӗрсе кайрӗҫ. — Пӗрле каяр, Васютин юлташ! — сасартӑк сӗнчӗ Воропаев. Шыв та пулин парӑр-ха! — тенине илтрӗ. …Килтисен пӗрин те пысӑк пӳрте кӗрес килмен. Кулӑш ҫеҫ. Тен эпӗ йӑнӑш ҫул суйласа кайрӑм пулӗ, анчах эпӗ хам йӑнӑшнине ҫак галерийӑн вӗҫне тухмасӑр уҫҫӑн татса калаймастӑп. Ӗлӗк, ҫамрӑк чухне, Жегули патӗнче, эпӗ бурлакра ҫӳренӗ чух… Вӑл шӑпланчӗ. Ҫапла, тӗреклӗ вӑл юман, тымарӗсем хӑватлӑ ун, сӗткен нумай. — Ӑнланаймасть вӑл, — терӗ географ. Яхта ҫинчи пӗртен-пӗр тиев те унӑн пассажирӗсен чӗрисене тултарса тӑракан савӑнӑҫ кӑна пулать тесе калама пулать. Уэлдон миссис ӑна ҫак хурт-кӑпшанка хӑйне ҫырттарса капашсӑрлантарнӑшӑн ӳпкелене чух вӑл, ӳтне юн тухиччен хыҫса, ҫапла тавӑрчӗ: — Мӗн тӑвас тетӗн, Уэлдон йӑмӑкӑм, вӗсен пурнӑҫ туйӑмӗ ҫапла. Халь мӗнле пулса кайнӑ. — Кӑла, кӑла, кӑла! Анчах куҫлӑх аптекӑра та пулмарӗ. Илес тесен, пирӗн пулать: укҫа ҫеҫ ытларах пар — вара пирӗн! Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ голова, тарӑн шухӑша кайнӑ пек, пуҫне пӗкерех мӑнаҫланса ҫӳреме, хӑйӗн вӑрӑм та аялалла пӗтерсе лартнӑ уссийӗсене шӑлкалама, куҫӗпе кӑйкӑр пек хӑяккӑн пӑхкаласа илме вӗреннӗ. Ку ответ мар. — Ман халь те пыра йӗпетсе илес килет, — терӗ татах Гальвей ҫынни, кӗленче еннелле сӑхӑ куҫпа пӑхса илсе. — Апла вӗҫтер. — Ман хыҫран хупса хурӑр! — терӗ те Говэн, тӗлӗнсе кайнӑ маркиза алӑк урлӑ тӗртсе кӑларчӗ. Климка та, кӑмакана вутӑ тултарса, сӗтел патне пырса ларчӗ. Лашасем пурте ҫирӗп, тӗреклӗ, йывӑр ҫула аванах тӳсеҫҫӗ. Карап ҫинчисем тӗтӗм мӑкӑрланнине сӑнаса илнӗ. Патша кулать, шӑппӑн ыталать Суламифе, хӑй патнелле туртӑнтарать те хӑлхинчен калать ӑна: — Тӑхӑр ҫул… Апла-тӑк, санӑнни пек кӑкӑр ҫук-ха унӑн халлӗхе? — Тархасшӑн, пӑртак хытараххӑн. — А-а! Тӗксӗм кӑвак тӳпере шултра, вӗтӗ ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, вӗсем унта миллионӗпе курӑннӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Манӑн Макарушка Нагульнов ҫулталӑкри праҫниксенче, урӑхла каласан, Майӑн пӗрремӗшӗпе ноябрӗн ҫиччӗмӗшӗнче тӗнчери революци ҫинчен тем таранччен сӳпӗлтетнине тата тӗрлӗ ӑнланмалла мар сӑмахсем каланине тӳсме пултараймастӑп эпӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ӑна та, садри шӑпчӑка е автан ҫурҫӗр ҫитсен авӑтнине итленӗ пек, талӑкӗпех итленӗ пулӑттӑм. Хӗрӗн салхуллӑ юрри хуллен сӳнсе пырать, вара юлташӗсем хыттӑн, пӗр харӑссӑн малалла юрласа яраҫҫӗ: — Эп телейсӗр хӗрупраҫ-мӗн. Гимн вӗҫленсен, хисепе тивӗҫлӗ мистер Спрэг вырӑнти хаҫат пулса тӑчӗ, ҫитес вӑхӑтри митингсем ҫинчен, калаҫусем, пухусем тата ытти япаласем ҫинчен те чылай пӗлтерӳсем вуласа пачӗ вӑл, приход ҫыннисем хӑйсен ӑшӗнче кунӑн калаҫӑвӗ хӑрушӑ суд пуличчен те пӗтмӗ, тесе шухӑшлама пуҫличченех вуларӗ… — Ҫук, Джон, — терӗ Гленарван, харсӑр ҫамрӑк ҫынна чарса, — кӗтсе пӑхӑпӑр. Юланут юртӑпа пынӑ, часах вӑл ҫывӑхах килсе ҫитнӗ, сунарҫӑ ӑна ҫӑмӑлах палласа илме пултарнӑ. Акӑ кӗпӗрне правленинче, граждански тата казеннӑй палатӑсенче вара йӑлтах урӑхла: унта, пӑхатӑн, пӗри кӗтессе хӗсӗннӗ те ҫырса кӑна ларать. Ҫинҫе мӑйне пӑркаласа, вӑл ҫынсем калаҫнине итлет те пурин ҫине тӗлӗнсе пӑхать. Е окопсем чавнӑ ҫӗрти йывӑр ӗҫ хӗре ӑслантарса янӑ та, Алексей ӑна каласа пама пултарайманнине вӑл хӑйӗн туйӑмӗпех сиснӗ? Кӗтсех тӑратӑн эсӗ мана. Анчах сулӑ ун пекех хӑвӑрт кайма пултараймасть. Аллӑмпа хыпашласа кӗтӗм те пӗр ӗне ҫумне пырса ҫапӑнтӑм; ку таврашри ҫынсем тарҫӑсем пурӑнмалли вырӑнта вите тӑваҫҫӗ иккен. — Вӑл ӗнтӗ, кӗнекере каланӑ пек, килте виҫҫӗн ӑс паракан пур тенӗ пек пулать, — тенӗ яш, тула юлнӑ ҫунана вӑйлӑ аллипе аслӑк айнелле тӗртсе ярса. Литографипе пичетлене кӗнекене пӗрремӗш хут курсан, вӑл манран: — Сана кӑна кам ҫырса пачӗ? — тесе ыйтрӗ. Столовӑйне мӗн те пулин илме кайнӑ пек тукаларӗ те каялла пуш алӑпах киле-киле кӗчӗ. Нихӑҫан та ун пеккине курманччӗ — тарланӑ! Гусев унталла чупса кайрӗ. Павка, мӗн шыранине лайӑх пӗлсе тӑнӑ пулин те, револьвер вӑрлани ҫинчен Жухрая пӗлтерме хӑймарӗ. Уран ҫинче талӑк вӑрӑмӑш пурӗ те 11 сехет кӑна. Уранӑн пӗр ҫулталӑкӗнче 72 пин талӑкран та ытла. Унтан вӑл тӳшекӗ ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ, тытса пӑрахнӑ пек ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. «Барина кала: хӑнасем кӗтеҫҫӗ, яшка та сивӗнсе каять, — те; вӗрентесси вӑл, мухтав турра, тарас ҫук, кӑшкӑрма урӑх чух та ӗлкӗрӗ», — терӗ. Ыттисем вара пурте уезд хулипе местечкӑран. — Пистолетсем ӑҫта? Сирӗн алӑрта ҫӗҫӗ пур-и-мӗн? Ҫул унчченхи пекех вӑрманпа пычӗ. Анчах ун ҫинче кӑна мар-ха ӗҫ. Пӗр кунхине йытӑпа тӗл пулнӑ чухнехи пекех, ҫӳҫӗсем вирелле тӑнине туйрӗ вӑл. — Мӗне вӗрентӗн вара эсӗ мана? — ыйтрӗ Оленин. Лена манпа ҫеҫ мар, манӑн пурнӑҫпа та интересленнине ухмах та асӑрхама пултарнӑ вӗт-ха». Пӑшал сасси ҫынсене бетон урайӗнчен ура ҫине тӑратрӗ, анчах пӳлӗмсенче шӑхӑракан шӑрчӑксем хӑраса ӳкнӗ ҫынсене каллех урайне лапчӑнтарчӗҫ. Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине ӳкеҫҫӗ. Вӑл листоксенче вичкӗн чӗлхепе фабрикӑри йӗркесем ҫинчен, Петербургри тата Кӑнтӑр Российӑри рабочисен стачкисем ҫинчен ҫырнӑ, рабочисене хӑйсен интересӗсемшӗн кӗрешмешкӗн пӗрлешме чӗннӗ. Эпӗ вӗҫне ҫитиех чӑтӑп. Анчах ку — пустуй ӗҫ кӑна! — Сирӗн хӑвӑр туссен компанине таврӑнас килет пулӗ? — терӗ Морис, креолкӑн шухӑшӗсем таҫталла саланнӑ пек пулнине сиссе. — Офицер ҫапасран хӑрарӑм! Ирхине, ҫӗнӗ хаҫатсене илсе пыриччен, вӑл сестраран вӑрҫӑ пирки радиопа мӗн пӗлтернине, ҫанталӑк мӗнлерех тӑнине, Мускавра мӗн илтӗннине ыйтса пӗлчӗ. — Ҫитӗ сана, Наумыч, — терӗ вӑл ӑна. Шывсем ҫинче манӑн куҫӑма ишсе ҫӳрекен утравсем евӗрлӗ темӗн пысӑкӑш тимӗр шапасем ҫӳренӗ пек курӑнать; тӗксӗм ҫыран хӗррисенче авалхи тӑватӑ ураллӑ пысӑк тискер кайӑксем. Тарҫӑ, Англи йӑхӗнчен тухнӑскер тата кӑмӑлӗпе те Англи ҫыннисем пекскер, ним те чӗнмесӗр хӑйӗн картузӗн сӑмси патне аллине тытрӗ, лаши ҫинчен сиксе анчӗ те ӑна йӗвенрен ярса тытрӗ. Мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланса илмешкӗн креолка ҫав чӗлхене чылай лайӑх пӗлнӗ. Эпӗ «Елена Робинзона» илсе пырсан, Катя мана та ҫав майлӑ тӗрӗслесшӗн пулчӗ те, апла ан пултӑр! Ман лаша сирӗн лаша пекех илемлӗ мар, анчах эпӗ хӑюллӑнах сире сӑмах пама пултаратӑп: вӑл сире чиперех киле ҫитерӗ тата малалла та сире лайӑх пулӗ. Вӑл мӗне пула ҫакнашкал улшӑннине эпӗ ӑнланма пултараймастӑп. Вӑрман ҫывхарса килнӗҫемӗн кукаҫей чӗрӗлсерех каять; сывлӑша сӑмсипе мӑш-мӑш туртса, хӑм-хӑм тукаласа илсе, вӑл малтан илтӗнмелле мар мӑкӑртаткаласа илет, унтан ӳсӗрме пуҫланӑ пек, савӑнӑҫлӑн та илемлӗн калама тапратать: — Вӑрмансем вӗсем — туррӑн пахчисем. Этеме ҫӗр ҫинчи пурнӑҫа тума пӳрнӗ. Морис Джеральд пек ҫын та хӑрать пулсан, апла хӑрушлӑхӗ пысӑк пулӗ ҫав. Тепӗр чухне ӑна ҫирӗп сӑмахпа хӑтӑрса илни те пулкалать — кӳренмест, кӳренсен те ҫӗрлеччен кӑна… Питӗ тутлӑ. Вӗсем халлӗхе нимӗнпе те ҫыхӑнман вӗт-ха, вӑл унӑн савнӑ хӗрӗ кӑна, арӑмӗ мар. — Кхм. Пӗлетӗр-и, мӗншӗн ҫакнашкал хӑюллӑ эпӗ паян? Иван Никифорович вырӑнсӑр персе янӑ сӑмахне ҫинчех сисрӗ те, кая юлчӗ ҫав: сӑмахне каланӑччӗ ӗнтӗ. Пӗтӗм тӑрӑшни ҫӑва патне кайрӗ! Хӑнасем халӗ — паркалла ансӑр чӳречисемпе тухакан пушӑпа пӗрех, ҫутӑ, пӗчӗк пӳлӗмре. Телефонистка нимӗн те каламарӗ, унтан темӗн трубкӑна тӳрлетрӗҫ те вара темле урӑх сасӑ. — Пырать, — тесе мӑкӑртатрӗ. Каччӑ, чӑнах та ытларах ҫеҫенхирте пурӑннӑ, хӑй вара юман пек ҫирӗп. Кӑштах тӑрсан вӑл каллех пычӗ, хӑй ҫине пальто уртса, верандӑна тухрӗ. Хӗр те ӑна тӗлӗннӗ пекрех пуҫ тайрӗ те кӗнекеллӗ аллине усрӗ. Эрнекун ҫеҫ пулин те, уринче унӑн пушмак. Тӗрлӗ сасӑпа нӑйкӑшни, йывӑррӑн сывлани, хӑрӑлтатни илтӗнсе тӑрать, хушӑран тата ҫак сасӑсене шариех ҫухӑрса янӑ сасӑсем хупласа хураҫҫӗ. Капюшон тӑхӑннӑ полицейски пуҫне сулкаласа илнӗ: — Кашни сӳпӗлти ӳсӗре тӗрмене хупас пулсан, ытлашши нумай чӑрманма тӳр килнӗ пулӗччӗ. Пирӗн ҫӑкӑрпа аш тата чӗлӗмсем илмелле пулать, пушӑ михӗ те кирлӗ, хут ҫӗлен кантрисене те пӗр ик-виҫӗ ҫӑмха илер, ҫав ҫӗнӗрен шухӑшласа кӑларнӑ япаласене, кӳкӗрт шӑрпӑкӗсене те — пӗтӗмӗшпех илер. — Кунта эп ӗнер алла пӗҫертрӗм. — Этем чунне ниепле те пырса тӗкӗнме пулмасть, нимӗнле те… Каччӑ ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах хыҫалтан пыраканнисем ӑна каллех таптаса ӳкерчӗҫ. — Чорбаджи, — пуҫларӗ хӑрах куҫлӑ жандармӗ, — эсир пӑлхав хускатма хатӗрленнине куратӑп-ха эпӗ! Ҫӗнӗ Зеланди ҫинчен усал ят тивӗҫсӗр мар сарӑлнӑ. Вӑл пире инкек кӳрекен йӗркесӗрлӗхсене сирсе ярӗ тата, кунсӑр пуҫне, святой атте пӑрахӑҫа кӑларнӑ трибуналсене ҫӗнӗрен туса хума хистӗ. Вунӑ сехетсем тӗлнелле Сайлас тете каялла чылаях пӑшӑрханса таврӑнчӗ — Томӑн йӗрне те тупайман вӑл. — Пена паҫӑр, тӑвӑл хускалас умӗн, пӑшалпа пенине илтнӗ… Тепри тата? — Паллах ӗнтӗ, господасем, пулӑшӑва халех парсан аван пулӗччӗ вӑл, — терӗ Грассини, ҫилленекен радикалсем ҫине ӑшшӑн пӑхса. — Юрамасть! — лӑпкӑн каларӗ Егор. Унӑн куккӑшӗ Леона тӑрӑхӗнчи имени хуҫи пулнӑ. Ах, ҫук, вӗсен суранӗсем, вӗсен терчӗ-асапӗ, вӗсен вилӗмӗ — пурте ҫӑва тӗпне кусем! Ара, вӑл хӑйне вӗлерет-и-мӗн — этем ятлӑ куҫкалакан мӗскӗн чӑмакка? Вӑл хӗвеле, хӗрӳ, савӑк хӗвеле, ҫутӑ тӳпене, ҫутҫанталӑка — пурнӑҫӑн нумай-нумай енлӗ пӗтӗм илемне, калама ҫук пысӑк-пысӑк киленӗҫпе мӑнаҫлӑха — этем шухӑшлавне вӗлерет! Эпӗ каланине итлесе пӗтерсен, король пит хӑраса ӳкрӗ. Ашшӗ пурӑннӑ чухне Никита вӑл ӑна юратнипе юратманнине пӗлмен, вӑл унтан хӑранӑ ҫеҫ, анчах хӑрани ӑна ҫак ялан хавасланса ӗҫлекен, ӑна хӑйне нихҫан та ачашламан, курпун ывӑлӗ пурӑннипе пурӑнманнине те асӑрхаман ҫын ҫине кӑмӑллӑн, ӑшшӑн пӑхма кансӗрлемен. — Каҫӑ патне ҫитнӗ чаҫсем ҫӗр каҫиччен Вазуза урлӑ каҫса кайма пултараҫҫӗ, унтан вара, полк та, тул ҫутӑласпа пулин те, пӗр ҫапӑҫмасӑрах рубежа пӑрахса кайӗ. Ӑна пирӗн заводӑн ревкомне лартнӑ. Вӑл хӗрлӗ кӗпепе, киргиз халачӗ тата казаксен шароварӗ тӑхӑннӑ. Синьорсӑр пурӑнма пулать-и вара? Васютин хӑваласа ҫитрӗ. — Вара мӗскер-ха ку? — тесе ыйтрӗҫ вӗсем. Пушар! Пирӗн тата союзниксен карапӗсем кӑна бухтӑна чун кӗртеҫҫӗ. Ҫак юлашки ыйтӑва тӑлмач куҫарса парсан, его величество пӗр хушӑ тӗлӗнсе тӑчӗ. Гленарван вырӑнта ларма та пӗлмест. Анчах Марыся ӑна итлемерӗ. Вӗсене этем алли ӗҫлени лайӑх паллӑ пулнӑ. Геркулес ҫулҫӳревҫӗ шӑммисене тарӑн шӑтӑка пытарчӗ. Пурте макӑрса шеллекен Дингӑна та ҫав шӑтӑках хучӗҫ. Пирвайхи хӗвел ярӑмӗпе ҫуталнӑ тӗтре йывӑҫ хушшипе васкамасӑр шӑвать. Ку сасса Алексей кирек мӗн чухлӗ нумай сасӑсем хушшинчен те уйӑрса илнӗ пулӗччӗ. Ҫуллахи шӑрӑх уйӑхсенчи пушхир пекех ун вар-хырӑмӗ! Ахаль пурӑнма ҫитӗ сана. Ирхине, пӗр сехет ҫине кайсан, куҫӗсене вӑйпа уҫрӗ, лампада ҫуттинче хӑй умӗнче тӑракан ашшӗн кӑвакарнӑ сӑнне курчӗ, ӑна тухма хушрӗ, лешӗ пӑхӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах чӗрне вӗҫҫӗн каялла кӗчӗ те, шкап алӑкӗсемпе ҫуррине яхӑн хупӑнса, хӑйӗн ывӑлӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Хӗвелпе ӑшӑннӑ ҫеҫен хире ӗнтӗ тӗрлӗ курӑксен тутлӑ шӑрши сарӑлчӗ, ҫулса пӑрахнӑ курӑксен шӑрши ҫул ҫинчи ӑшӑ тусан шӑршипе хутшӑнчӗ, инҫетри тавракурӑм хӗрри ӑрша витӗр тӗксӗм кӑваккӑн курӑнма пуҫларӗ, — Дон леш енчи хӑй палламан, анчах ҫапах та ҫав тери тӑван ҫеҫен хире Варя курса тӑранми пӑхса пырать. Вӑл хӑй те, тупӑ айне пулса вилме пултарассине пӗлет пулин те, вырӑнтан хускалмарӗ. Хӑш чухне асаплантаракан ҫынна ҫав тери тытса хӗнесе тӑкас килетчӗ, эпӗ вара хам ӑссӑн ҫапӑҫма кӗрсе каяттӑм, ҫав хам вӑйсӑр пирки харсӑрланса хӑтланнисем ҫинчен аса илсен, хӑшӗ те вӑтанатӑп, ҫитменнине кичемле те туйӑнса каять. — Чимӗр-ха, чимӗр, мӗне пӗлтерет ку? — тесе сиввӗн ыйтрӗ вӑл савӑнӑҫлӑ исправникрен. Вӑл иртӗнсе хӑтланни те темле кулӑшла пулса тухнӑ. Ҫамрӑк ирландецшӑн хуйхӑрса ларакан чакӑр куҫлӑ илемлӗ хӗр Фелимӑн фантазийӗ шухӑшласа кӑларнӑ япала кӑна пулнӑ. Николай Антоныч ун упӑшки маррине часах пӗлтӗм эпӗ, вӑл хӗрӗх пилӗк ҫула ҫитнӗччӗ пулин те нихҫан та авланман иккен. — Шуйттан шӑтӑкне кай ху лашупа пӗрле! — кӑшкӑрса юлчӗ вӑл ун хыҫӗнчен. Юнӗ мӗн тума кирлӗ? Акӑ ӗнтӗ манӑн мӗнле ҫӗршывра ҫамрӑк ӗмӗрӗме ирттерме тиврӗ! Мана кичемлӗх пусса илчӗ. — Акӑ пӗтрӗ те, мистер Фелим! — терӗ Зеб, ҫӗлен пуҫӗ ҫине хӑйӗн йывӑр атӑ кӗлипе пусса. Тытӑҫу пӗтӗмпе, сигналсем панӑ вӑхӑта та ҫакӑнта кӗртсен, 1 мин, та 10 ҫек. хушши пычӗ. Йӗркеллӗ ҫын, тесе калаҫаҫҫӗ ун ҫинчен… ӑс-пуҫлӑ путсӗрсене те ку чухне йӗркеллӗ ҫын тесе хисеплеҫҫӗ, мӗншӗн тесен — ҫын ҫук! Англи премьерӗ ҫынсене килӗшме мар, ытларах тӗлӗнтернӗ. Пар аллуна. Ҫӑл патӗнче Донецковсен Наҫтукӗ шыв ӑсса тӑрать: «Чӑхсене чиперех пӑхатӑн-и, мучи?» — тет. Шӑтӑкӗ виҫӗ фут тарӑнӑш та, ҫӗр фут тарӑнӑш та пулма пултарнӑ, — кирек менле пулсан та, ун урлӑ каҫма май килмен. Унтан вӑл мӑшкӑлласа, кашни сӑмаха уйрӑммӑн палӑртса калаҫма тытӑнчӗ: — Тӗлӗнмелле, эсир те кама та пулин линчлама пултаратӑр-и вара? — Унччен, — терӗ Гленарван, — паркри аллейӑсенчи хӑйӑра, е суднӑн палубине, е пӳлӗмсен паркетне сывлӑшри ҫак ҫуртӑмӑртан ытларах хисеплеме ирӗк парӑр мана, хаклӑ тусӑм. Ҫӑлтӑрсем пинӗ-пинӗпе чалтӑртатса выляҫҫӗ. Эпӗ сана хӗнеместӗп вӗт!» Ман пуҫӑма иккӗлентерекен шухӑшсем килсе кӗре пуҫларӗҫ. — Хӑрушши нимӗн те ҫук. Анчах ҫапах та, халӗ мӗн те пулин улшӑнтармалла пулать. Козельцов, салтака итлемесӗрех, урам варрипе хӑюллӑн утрӗ. Пӳлӗм варрине ҫичӗ е сакӑр офицер тӑнӑ та пикенсех тем пирки калаҫаҫҫӗ, вӗсенчен вара, кашни ҫеккунтрах ӳсӗрсе-чӑнтӑхса, ҫӳллӗ Тальман хӑйӗн хӑйӑлти сассипе пуринчен хытӑрах кӑшкӑрашрӗ. — Эпир пӗр-пӗрне тахҫанах пӗлетпӗр, анчах курманни нумай пулать… Эсир пире каҫарӑр, Людмила Сергеевна, — терӗ Давыдов хисеплӗн. Михалин ывӑлӗ Саша, тем ҫинчен шутласа тӗлӗрсе пурӑнакан тата кӗнеке вулама юратакан хитре каччӑ, кукамая ӑраснах нумай чӑрмав кӑтартатчӗ. — Эсӗ тӗрӗс калатӑн, хӗрӗм. Эп сана калатӑп: паян вӗсем вӑрҫӑ пуҫланнӑ кунхинчен те ытларах ӗненеҫҫӗ! Эпӗ ҫав ҫурана персе вӗлертӗм те пӳрт патне йӑтса пытӑм. Эпир — «коммуна» ӗнтӗ. Корчагин тӳсӗмсӗрӗн хусканкаласа илчӗ. Пӑртак тӑхтасан, Бекки малалла каяс тенӗ. Эпир пухуран таврӑнатпӑр, вӑл ҫаплах килте ҫук! Е сасартӑк картинкӑсене кӑмӑллама пуҫлать: хӑй ӳкерме пикенет, мӗнпур укҫипе картинкӑсем туянать, ӳкерме вӗрентекен учительтен, аттерен, кукамайран ыйта-ыйта илет; е сӗтелне капӑрлатмалли япаласемпе аппаланать, вӗсене пӗтӗм кил-ҫурт тӑрӑх пуҫтарать; е романсене юратса пӑрахать те, вӗсене вӑрттӑн-хӗрттӗн тупса, кунӗн-ҫӗрӗн вулать… Ҫав пысӑк та тискер кайӑка пуля анчах ҫӗнтерме пултарать. Грот-мачтӑран канат антарса, инкеке лекнисене пӗрин хыҫҫӑн теприне «Пилигрим» палуби ҫине хӑпартрӗҫ. — Икӗ еху хирте ҫавнашкал чул тупсан, — тесе малалла каларӗ ман хуҫа, — вӗсем уншӑн ҫапӑҫма тытӑнаҫҫӗ, вара, пур чухне те тенӗ пекех, йӑлтӑртатакан чул виҫҫӗмӗш еху аллине лекет. Гаррис тӗрӗссине каларӗ. Ярски ҫыннисене хамӑрӑннисем хӗнеҫҫӗ, кӗҫех акӑ пирӗн пата та ҫитеҫҫӗ пулмалла! Ахӑрнех… халӗ ӗлӗкхинчен те ытларах пулас… Унта ӑна лайӑхрах-и, усалрах-и, халь чӑнах вилсен вӑраннӑ ҫӗрте ӑна килӗшмен-и е вӑл хай шыранинех тупнӑ-и, — ҫакна эпӗр пурте часах пӗлӗпӗр. Хӑйӗн пушшипе вӑл пирӗн ҫине пӗтӗм Европӑна хӑваласа килет. — Хӗрача! Марийка! — кӑшкӑрса юлчӗ Колчо. — Ман патӑмра Николай Антоныч пулчӗ. А, батюшки! — уласа янӑ Маякин, аллисене хӑлаҫлантарса. Мана курсанах тӑшмансем пит хӑраса ӳкрӗҫ те карапӗсем ҫинчен сике-сике анса ҫыран хӗррине ишсе тарчӗҫ, унта вӗсем вӑтӑр пин ҫынтан кая мар пухӑнчӗҫ. — Маттур, Варюха! Тӗнчере лӑпкӑ пурӑнни тулашнинчен мӗн чухлӗ лайӑхрах, ҫӗнӗ япала туни пуррине ҫӗмӗрнинчен ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах; ангел хӑйӗн таса чунӗпе сатанан вӗҫӗмсӗр вӑйӗпе чӑрсӑр ӗмӗчӗсенчен мӗн чухлӗ лайӑхрах, искусство та ҫут тӗнчери мӗнпур япаларан ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. Хуҫа арӑмӗпе леш господина Пӑван сиввӗн пӑхса ӑсатса ячӗ, ҫавӑнпа та Джемма ун ҫине хытӑ ҫилленчӗ: синьора Грассини пек мӗскӗн хӗрарӑмран арҫын кулни ырӑ мар пек туйӑнчӗ ӑна. Ҫапах тӑнран тухрӗ! Колонна пуҫӗнче, йӑмрасем хыҫӗнче тӑраканнисем те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Тиншӗк шарт сикрӗ, кравать ҫинчен вӑшт ҫеҫ сирпӗнчӗ те каҫӑрӑлса тӑчӗ. Делегатсем хутшӑнсах пыраҫҫӗ: вӗсене трамвайсем, автомобильсем иле-иле килеҫҫӗ. Э-эх! — Ну, хӑвӑрӑн нервусене лӑплантарӑр-ха, полковник юлташ, — вара кӑштах, вӑрттӑн шухӑшпа кулса илчӗ. Бомба хӑйӗнчен инҫете ӳксе ҫурӑлсан вара, вӑл хӑйне хӑй ҫав тери тарӑхрӗ, тӑчӗ те, хӑй ӳкнине кам та пулин курмарӗ-ши тесе, ҫаврӑнса пӑхрӗ, анчах таврара никам та ҫук-мӗн. Ҫавӑнпа эпӗ стена ҫумне тачӑ пырса тӑтӑм та, уҫҫӑнтарах сасӑпа:— Лиденброк пичче? — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Ҫапах та старик ӑна темле шухӑшлаттармалли сӑмах каланах, ҫавӑнпа каҫхине Даша инке тӗрӗллӗ хура тутӑрне ҫыхса хӑйсен кӳршинче пурӑнакан юмӑҫ-цыганка патне кайрӗ те ӗнтӗ. Жиронда Вандейӑпа пӗр каварлӑ пулса пӑлхав вут-ҫулӑмне вӑйлатса тӑнӑ. — Тӳлерӗр, анчах пирӗн сирӗнле урӑххине шутламаллисем те пур, — терӗ Джо, тухтӑр патнелле пырса. Тухтӑр ура ҫине тӑчӗ. — Ҫук, Том, эпӗ пӗччен каятӑп. Стена айӗнчи ҫӗре ҫын чавни часах палӑрчӗ, вӑл тата пӗччен те мар. Унӑн кӑмӑлӗ пит аванччӗ, анчах хӑйӗн ҫулне кура мар пӗчӗккӗччӗ — мӗн пурӗ те хӗрӗх фут ҫӳлӗш анчахчӗ. Пирӗн ун чухне НЕП-ӑн пирвайхи тапхӑрӗ, НЕП-ӑн пуҫламӑшӗ, капитализм кӑшт чӗрӗлнӗ тапхӑр пулнӑ пулсан, халь вара пирӗн — НӖП-ӑн юлашки тапхӑрӗ, НЕП-ӑн вӗҫӗ, халӑх хуҫалӑхӗн пур сферисенче те капитализма тӗппипех пӗтернӗ тапхӑр пулать. Укҫисене пӑрахрӗ те, вӑл хӑйне-хӑй герой пек туйрӗ. — Эпир пырӑпӑр та, — терӗм ӑна хирӗҫ, — пирӗн проводник мӗнле? Астӑвӑр, эпӗ киличчен ниҫта та ан кайӑр. Алексей Ильич хӑйӗн хунне, пьянцӑна, Барскин трактирне вут тӗксе хыптарма вӗрентрӗ, санӑн аҫу ӑна тавҫӑрса илчӗ те пьяницӑна вӗлермеллех хӗнеттермелле туса хучӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ его величествӑран хама Европӑран килекен карапсене чарӑнса тӑма ирӗк панӑ Нагасаки ятлӑ пӗртен-пӗр порта хуралпа ҫитерме ирӗк памашкӑн йӑлӑнса ыйтрӑм. Анчах манӑн француз ӑс-тӑнӗ кунпа килӗшме пултараймасть. Вӑл эпӗ «тискер» Австрали ҫинчен мӗскер шутланине пӗтӗмӗшпех пӑтраштарса ярать. Ӗҫ ӑнасси пӗтӗмпех шанчӑксӑра тухни палӑрсан тин вӑл ун пирки пӑшӑрханма пӑрахнӑ. Форт патнелле ҫывхарса ҫитнӗ чух, вӑл чӑнах та, хӑй шутланӑ пек, хӑйпе ӑмӑртакан хӗре хирӗҫ пулнӑ. Юлашкинчен вара акӑ ӑҫта ҫитсе ҫапӑнтӑмӑр: халӗ ӗнтӗ эпир пӗр шухӑшлӑ пулманнипе мар харкашса пурӑнаттӑмӑр, харкашса пурӑннипе пирӗн шухӑшсем пӗр-пӗринни пек пулмастчӗҫ: вӑл кирек мӗн калатӑр — эпӗ малтанах ӑна хирӗҫлетӗп, ҫавӑн пекех — вӑл хӑй те. Юланутлӑ хӗрарӑм хӑй лашине пушӑпа та, кӑшкӑрса та хӑваланӑ, лаши ахаль те мӗнпур вӑйпа вӗҫтерсе пынӑ. — Шанатӑп! — тавӑрчӗ Петр хаяррӑн та тӳрккессӗн. Икӗ ҫул каярах унта Титок ҫулатчӗ. Тарават Игнат Порфирьевич каллех пӳртӗнчен тухать те: «Хӑйӗн шухӑлӑхне пула… кӗсрӳ каллех кайса ан ӳктӗр тесе, эпӗ ун айне кӗрсе тӑрам, эсӗ ҫав вӑхӑтра ун ҫине утланса лар», — тесе сӗнет. Том пӑртак намӑсланнӑ пек пулчӗ. Вӑл шыв арманӗ пӗви патне ҫитсе тӑчӗ. Ҫав этем кӗтӗвӗ тискеррӗн савӑннине курсан, манӑн вӗсем ҫинелле тапса сиксе, лапӑрчӑк пуҫӗсенчен пуленкепе ватас килсе карӗ. Тепӗр сехетрен ҫула тухма май пулчӗ; тӑман лӑпланчӗ, ҫанталӑк уяртрӗ те, эпир тухса кайрӑмӑр. Унӑн юлташӗ — Берездовран килнӗ хӑна, ВВО батальонӗн ҫар комиссарӗ Корчагин. Император хӑй те, ура ҫинче тытӑнса тӑрса юлчӗ пулин те, ӑн килсе кӗмесӗр чылайччен тӑчӗ. Вӑл чарӑнчӗ те сасартӑк мӗнпур кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ: унӑн куҫӗсем хӑй ҫине тинкерсе пӑхакан куҫсене тӗл пулчӗҫ. Вӑл, хулари пек шукӑлленсе, тутисене пӑркаларӗ те, ҫапла каларӗ: «Тахҫан Нагульнова пулнӑ пуль те, тахҫан Лушка тенӗ пуль те, халӗ Лукерья Никитична Свиридова. Сывлӑш ҫук ҫӗрте ҫӳремелли костюмсене пирӗн ученӑйсем калама ҫук ӑста шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫак костюмсене тӑхӑнсан, ӑҫта каяс тетӗн, ҫавӑнта кайма пултаратӑн, мӗншӗн тесен ун ӑшӗнче сывлама кирлӗ кислорода кӑлармалли тата сывласа кӑларакан углекислотана пӗтермелли химилле япаласем пур. — Ашӑкла вылятпӑр-и? — наянӑн ыйтать Степа. Эпӗ ӳстерсе каланисене тӳсме пултараймастӑп, анчах та эсир ыттисем пекех… — Ӑҫтан-ха эсӗ, ҫавӑн пекскер, ман пуҫ ҫине йӑтӑнса антӑн? — кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫавӑнпа та утрав ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра эпӗ хӗрарӑмсемпе, сутӑҫсемпе, хӑмпӑпа ҫапакансемпе, король ҫуртӗнчи пажсемпе ытларах тӗл пулса калаҫрӑм, вӗреннӗ лапутянсемпе тӗл пуласран сыхланарах тӑтӑм. Хам ыйтакан япаласем пирки эпӗ асӑннӑ ҫынсенчен кӑна хама тивӗҫлӗ ответсем илме пултартӑм. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн нумай вӗреннӗ лапутянсем ман ҫине тата йӗрӗнсерех пӑхма пуҫларӗҫ. Тимур ӑна хӑй ҫутнӑ; хӑй аллипе, унӑн тӳрӗ те ҫинҫешке пайӑркисем халӗ те-ха куҫӗ умӗнче ҫиҫсе тӑраҫҫӗ. Тимӗрҫӗ ҫынсем савӑннине темскерле тарӑхса, кӗвӗҫсе пӑхса тӑрать, раштав ячӗпе юрласа ҫӳренӗшӗн пурне те ылханма хатӗр вӑл халь, анчах хӑй тепӗр чухне ун пек ҫӳрессишӗн пӗтсех каять. Ну хӑвӑртрах ӗнтӗ! Эпӗ вӗсене унта питӗрсе хуратӑп та, караппа хам мӗн шухӑшланӑ, ҫавна тӑватӑп. Эпӗ алӑсене пытаратӑп та карчӑка ӳкӗтлетӗп: «Ҫитет, асанне, ҫитет… пӑрах… эпӗ пуп мар… манпа унашкал юрамасть… Ама, паллах, хӑйне анчах мар, хӑйӗн «ачине» те — ҫирӗм фут тӑршшӗ чӗрчуна «ача» теме май килет пулсан, — хӳтӗлесе, хаяртарах ҫилӗпе ҫапӑҫать. Виҫҫӗмӗш ҫаврӑну. Чӑнласах та, Лукашка, хӑвӑрт яра-яра пусса, чӳрече айӗсемпе пӗшкӗнсе картишне чупса тухрӗ те Ямка патнелле вӗҫтерчӗ, ӑна пӗр Оленин анчах курса юлчӗ. Амантнӑ танк турткаланса илсе, тӗмӗсем витӗр шуса тухрӗ те малалла, айлӑмалла кайма пуҫларӗ. Андрей кӗпер ҫинче кӑшт чарӑнса тӑчӗ, ҫурҫӗрелле пӑхса илчӗ, — уй тӳпинчен лерелле каякан канавӑн вӗҫӗ те курӑнмасть; кӑнтӑралла пӑхса илчӗ, — канав вӑрман хӗрринелле пырса тӑрӑнать иккен. Анчах ун сӗтелӗ тӗлӗнче курнӑ Катьӑн чечен портречӗ ҫинчен каламарӑм, мӗншӗн тесен ҫав юратӑва асӑнтарса Катьӑна тарӑхтарасшӑн марччӗ эпӗ. Павка ҫуркаланса пӗтнӗ урайӗнчи шӗлепки тухса тӑракан пӑта ҫине тинкерсе пӑхса тӑрать. — Вӑл алӑка шалт хупса хӑварчӗ. …Ольховка ҫыннисем ҫӗрӗпех урлӑ та пирлӗ сӳтсе явса пӑхрӗҫ: мӗн тумалла? Пурте кирлӗ пек, йӗркеллех пулса пырать. — Саня! — тӑна кӗнӗ пек пулса кӑшкӑрчӗ Кораблев. Пӗрин пурне те хӑратас принцип, теприн — килӗштерес принцип пулнӑ. — Лар, теҫҫӗ сана! — кӑшкӑрчӗ ӑна Мересьев, хӑйӗн ӑшчикки алхасуллӑрах хаваслӑхпа тулнине туйса. — Caramba! Пит тӗлӗнмелле! — Виҫҫӗртен пуҫласа тӑватҫӗр километр таранччен. — Ҫапла, — терӗм эпӗ, анчах хамӑн ӑшӑмра, ҫапах та ку тӗрӗсех мар пулӗ тесе шухӑшларӑм. — Пирӗн кунта ларса вӑхӑта ирттермелле мар, эпир ыранах тинӗс тӑрӑх ҫула тухса кайӑпӑр, — терӗ профессор. Хупса лартнӑ Машӑна ку хыпарсем пушшех тарӑхтарса ячӗҫ. Салтаксем сыхланса малалла утаҫҫӗ. Вӗсем хушшинче хӗрлӗ сӑхман тӑхӑннӑ, аллине хӗҫ тытнӑ ҫын шурӑ лаша ҫинче ларса пырать: вӑл Пугачев хӑй пулнӑ. Буфетра сут тӑвакан Зина чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӗр хӗрарӑм патне пычӗ те ӑна хулпуҫҫийӗнчен тытса:— Фроська, акӑ сире Гришка вырӑнне ӗҫлеме ҫӗнӗ ача. — Мӗн ҫинчен? Илтрӗн-и? — Том старике ытлах хака яраймӑн, анчах ытти тӑваттӑшӗ — ҫирӗп каччӑсем, вӗсемшӗн Казонде пасарӗнче лайӑх хак парӗҫ. Унӑн пичӗ тӑрӑх тар юхрӗ, анчах вӑл ҫаплах-ха ыраша хупласа лартнӑ ҫумкурӑкӗсене ҫапрӗ, ывӑннӑ шӑмшакӗнче кӗрешӳпе хусканулӑх туйӑмӗ пулнӑшӑн савӑнчӗ. Ял ҫинчен тата унти ӗҫсем ҫинчен йӗкӗтрен ыйтас вырӑнне, вӑл, асӑрхамасӑрах, ун ҫинчен хӑй ӑна каласа пама пуҫларӗ: — Хресчен пурнӑҫӗнче чи пахи вӑл — ирӗклӗх, тӑванӑм: хӑвна ху хуҫа эсӗ. — Каҫарӑр мана, сеньорита, — тенӗ Кольхаун, ӗҫ тунӑ сӑнлӑ пек пулса, анчах хӑй сассинче пӑртак хӑйманнине палӑртса. — Ну, ҫитӗ, лӑплан, — тет вӑл, — мӗншӗн аплах макӑратӑн? Инкек вӑл кирек камӑн та пулать, иртсе кайӗ-ха. — Ӑнлантӑм, — тесе хирӗҫ хуравларӗ те Лушка, шӑпах пулчӗ. Птолемей йӗркине вунтӑватӑ ӗмӗр хушши тӗрӗс тесе шутланӑ. Эпир сирӗнпе… паркра паллашнӑччӗ пулас. Ҫӗнӗ хӳме хӑмисене пит тӑрӑшса хӑйпӑтаттӑрччӗ эсир. — Аптӑрамалла! — терӗ Джон Мангльс. Шоссе тӑрӑх хускалса кайрӗҫ. Малта адьютантпа Саломыга, вӗсен хыҫӗнчен нимӗн йӗркесӗр ушкӑнпа конвойри ҫынсем. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хуҫана вӑл мана кимӗ тума пулӑшма кӑмӑл тунишӗн тав турӑм, унтан Англие таврӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсене гуигнгнмсен мухтава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен каласа панипе, гуигнгнмсен ырӑ кӑмӑллӑ ӗҫӗсенчен этем йӑхне пример илме вӗрентнипе пысӑк усӑ тума шутлани ҫинчен каласа патӑм. — Ку пурпӗрех. Калӑр: мӗн пулнӑ? — Эсӗ мӗнле шутлатӑн, Ракитина, кам вӗлернӗ-ши ӑна? — ыйтрӗ Корчагин, пукан ҫине йывӑррӑн ларса. Бак та, унӑн амӑшӗ те, ыттисем те кӗске чӗлӗм туртаҫҫӗ, икӗ ҫамрӑк хӗрпе негр хӗрарӑмӗ ҫеҫ чӗлӗм туртмаҫҫӗ. Негр хӗрарӑмӗ тухса кайрӗ. Саломыга автанла хирӗҫсе кайнӑ комендант ҫине пӑхрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ: — Ха-ха!.. Чӑннипе вара эсӗ ху ларса пыракан пуйӑс ерипен малалла куҫма тытӑннӑ иккен. — Митрий Митричпа вутӑ пирки, — сасартӑк ҫак йӗксӗк ним сӑлтавсӑрах ҫулӑхрӗ пӳрнерен… Васкамасӑр утрӑм эпӗ — малтан Горьки урамӗ патнелле, унтан Воротниковски еннелле. — Колхозра калаҫса татӑлатӑп та ҫак кунсенче ун патне каятӑп, Юрий килте ҫук, Наташӑна пӗччен хӑрушӑ. Гор аллисене вӗсен еннелле тӑсрӗ те — ҫапнипе-тапнипе тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ. Давыдов вӑл кураймасӑр пӑхнине асӑрхаса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ун умӗнче пӑлханса, темскере кӗтнӗн йӑл кулса, Демид Молчуна тем ҫинчен пӑшӑлтатса каласа тӑракан Яков Лукича та курчӗ. Каччӑсем харӑссӑн юрласа та ячӗҫ: «Пирӗн паттӑр Стояна Икӗ ҫулпа йӗрленӗ, Виҫҫӗмӗш ҫулпа тытсан, Аллисене кантрапа Ҫыхса минӗретнӗ. Пыл ӑҫтине кӑтартакан кайӑк ку, вӑл пире нумай пыл тупма пулӑшӗ. — Лайӑх ҫапӑҫмалли нимӗн те ҫук, — ответ пачӗ пир-авӑр тӗртекен. Акӑлчан индеецсен хушшинче кӑна темиҫе ҫул пурӑннӑ пулсан та хӑйӗн тӑван чӗлхине манман. Ҫавӑнпа та отряд начальникне, Гленарвана тӗрлӗрен хушусем парса пыма нумай ҫӑмӑл пулчӗ, мӗншӗн тесен Паганелӗн испанилле чӗлхи кунти ҫынсемшӗн халь те ӑнланмалла пулса ҫитмен-ха. — Юрататӑн эппин! — кулса тавӑрчӗ Лукашка. — Хӗрсене юнкирьсем патӗнчен кучченеҫсем тултатӑн. Эп сана витӗрех куратӑп, Негоро: эсӗ — хӑравҫӑ! Ку ӗҫ мана ӗлӗкхи вӑхӑтсене тата ӗлӗксенче гусарсем хӑтланнисене аса илтерет, тесе ӗнентернӗ. Мичо бай пек вӗҫне ҫитиччен тӑмашкӑн ун хӑвачӗ ҫитсех каймастчӗ ҫав, Огнянов пек пӗтӗм кун-ҫулне пама хатӗр тӑрса килӗшме унӑн кӗрешсе ҫӗнтерес шанчӑкӗ те ҫитместчӗ. Ҫавӑнпа ӗнте вӑл халь те, кӑштах хумханса, хирӗҫ звонок пачӗ те трубкӑна хӑлхи ҫумне тутрӗ те, мембранӑра тӳрех чӗтрекен хытӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Крепость лутра та сарлака, илемсӗр пулнине Артур хальччен асӑрхаманччӗ. Анчах ку тӗрӗс мар вӗт-ха, Алексей! «Британи» ҫинчен те, Грант капитан ҫинчен те вӑл нимӗн те илтмен. Эпир малтанах асӑннӑччӗ-ха ӗнтӗ, вӗсем темиҫе миллиард таран ӳкеҫҫӗ. Ҫӗр ҫине ҫитиччен сывлӑшрах ҫунса каяканнисем те каярахпа Ҫӗр ҫине вӗтӗ тусан пӗрчисем пек ӳкеҫҫӗ, ҫуннӑ хыҫҫӑн юлакан газсен хӑйсен йывӑрӑшӗ те пур иккен. Авкаланать купӑс, ара ӑҫтан тӳссе тӑран вара, урасене вылятма тытӑнмасӑр? Мӗн, тытайрӑри, шуйттан ляхӗсем? — Ҫапла ҫав ӗнтӗ, — ассӑн сывласа ячӗ Любишкин, тӗттӗмре мӑйӑхӗ ҫумне ҫыпҫӑнса тулнӑ юра сире-сире пӑрахса, тӗмескесенчен такӑнкаласа пынӑ май. Ӗҫрен кӑларнӑ фаворита вара ҫийӗнчех ҫав облаҫри ехусем ватти-вӗтти мӗнӗпех ҫавӑрса илеҫҫӗ те, хӑйӗн вырӑнне кӗнӗ фаворит ертсе пынипе лайӑх кӑна хӗртсе илеҫҫӗ. Ҫӳлелле ҫӗкленес, вӗренме пуҫлас ӗмӗт ахалех татӑлнӑшӑн кӳренни те мана вӗсем патнеллех тӗртетчӗ. Вара темшӗн ун умне иртнӗ вӑхӑтри тӗттӗм шӑтӑкран хӑй тахҫанах маннӑ, анчах халӗ чуна ҫав тери ҫӳҫентерсе яракан пӗр кӳренӳ тухса тӑчӗ. Куҫусем те ҫавӑн куҫӗсемех, — хушса хучӗ вӑл, шухӑша кайрӗ те питне аллисемпе хупларӗ. — йӑлтах мана йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл, — тӗнче хӗррине кайӑттӑм, тӳсме пултараймастӑп эпӗ ҫакна, пултараймастӑп ҫӗнтерме… Анчах ун умӗнче тӑруках ан турт, хӑнӑхса ҫитме пар… Вунвиҫҫӗмӗш хут каятӑп вӗт-ха эпӗ бастиона. Женя, Тимур хӑйӗн паянхи инкекӗ ҫинчен пӗлтерсен, Ольга ялан вӗрентсе каланине йӑлтах манса, хӑй татса пӑрахнӑ проводсене йӗркеленӗ ҫӗрте хаваспах пулӑшма хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Лармалли вырӑнӑн хыҫӗ ҫинче выртса, Алексей пӗр самантлӑха прицел хӗресӗнче «ҫӑпатаҫӑн» ула-чӑла хырӑмне, унӑн хулӑн кустӑрмисене хупласа тӑракан кулӑшла ҫӑпатисене, вӗсем ҫумне аэродромра ҫыпӑҫнӑ тӑм катӑкӗсене те курчӗ. Вӑйсӑр урисем ҫинче пӗр енчен тепӗр енне тайкаланса, темиҫе утӑм хушшинче хире-хирӗҫ ларакан ашшӗ патӗнчен амӑшӗ патне утса ҫитнӗ. Вӑл Ҫӗр тавра инҫетре — 40 пин километрта ҫаврӑнса тӑмалла. Историпе экзамен пани Апрелӗн 16-мӗшӗнче эпӗ Сен-Жеромпа пӗрле пӗрремӗш хут университетӑн пысӑк залне пырса кӗтӗм. Ӑна чаплӑран та чаплӑ пан, авалхи князь йӑхӗнчи хитререн те хитре рыцарь пӗрсе ӳкерчӗ. Дик юратнӑ ҫынсем вилнӗ, пурте вилнӗ! Сыв пул. Ун ҫине глинцинийӗн кӑвак тӗслӗ те тутлӑ шӑршлӑ ҫипписем шаль пек ӳкрӗҫ. Усал, чее чунилли! Виски — ҫав имҫамсемсӗр те пит аван япала, ӑна куҫпа пӑхса илсессӗн, вӑл ӑраснах аван туйӑнать. Ун чухне вара хальхи пек вӑйпитти ҫынсем кӳпӗннипе аптранӑ пек мар, пӗр ват ҫын та, чирли те, пӗр тӑлӑх арӑм та ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе апатсӑр макӑрса лармӗ. Пӑшалӗ хӑй ҫумӗнче пулнӑ, — йытӑ уланине илтсен, хӳшӗрен сиксе тухнӑ чух, вӑл ӑна пӗрле илсе тухнӑ. — Санӑн тӑванусем пур-и? Ӑҫтиҫуксем ҫинчен кӑна ҫырса тӑракан хаҫатсемпе журналсем хӑйӗн инкекӗ ҫинчен шӑршласа пӗлесрен Паганель вилес пекех сехӗрленнӗ. Ҫак хаҫатсемпе журналсен репортерӗсемшӗн кулӑш мӑшкӑлӗ пулса тӑрасси ҫинчен шутласанах вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе ҫӳҫенсе илнӗ. Географи обществи тата ӳтне тин ҫеҫ тӗрлесе пӗтернӗ хӑйӗн секретарне мӗнле йышӑнса илӗ-ши! Вӗсене Ҫурҫӗр Кавказ крайӗнчен кӑларса ямалла туса, постановлени йышӑнар-и е мӗнле? Живопись мастерскойӗн аслӑ залӗнче грексен Аполлон, Геркулес, Диана туррисем кӑна тӑрса юлчӗҫ. Хутран-ситрен кӑна, пӗрре кунта, тепре лере батарейӑсем ним йӗркесӗр пере-пере илчӗҫ. Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑпа юнашар ларнӑ, вӑл вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне туртса пӗр сӑмах та хушман. — А, акӑ мӗнле! — пуҫларӗ вӑл урмӑшнӑ сасӑпа. Вӑл питех те хӗпӗртерӗ: пульӑсем хӑйсен ӗҫне тунӑ. Вӑл Иван ҫутса янӑ ҫурта ҫутти алӑк хушӑкӗсем витӗр урайне ӳкнине курчӗ те шухӑшлама чарӑнчӗ. Палисадникре питӗ хаваслӑ. Лось ӑна хул пуҫҫинчен тытрӗ: — Мӗн пулнӑ? Вӑл выляса илчӗ, — терӗ княжна. — Мӗн тери савӑнӑҫлӑ эпӗ! — Хӗр пукан ҫинчен анчӗ те ман куҫӑмран уҫҫӑн та тутлӑн пӑхрӗ — ман чӗрем ирӗлсех кайрӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах ҫынсене ҫакӑ тӗлӗнтерсе те пӑрахрӗ. Сулахай енче тупӑсем кӗрӗслетеҫҫӗ. Вӗсем пӗрремӗш пӳлӗме кӗчӗҫ. Вӑл самаях пысӑк; ку пӳлӗм ҫынсене йышӑнмалли вырӑн е ахаль пуш пӳлӗм пулса тӑрать пулмалла; унта пӗрене патӗнче тӗрлӗ майлӑ ларакан салтаксем, тарҫӑсем, йытӑ пӑхакансемпе эрех ӑсакансем, ҫарта служить тӑвакан е имени тытса пурӑнакан вельможа полякӑн чапне кӑтартма кирлӗ ытти работниксем те туллиех. Итлӗр! — Тӑватӑ уйӑхлӑх! — тесе кӑшкӑрса ячӗ профессор. Мӗншӗн йӗретӗн эсӗ, чипер хӗр? Уланине илтнипех сехре хӑпать! — Мӗн пулнӑ ӑна апла? Сывлӑхӗ начарланса юлнӑ пулсан, нимех те мар. Чертежсем тумалли ӗҫ хуҫан нумайччӗ; ҫавна шӑлнӗне иккӗш туса ҫитереймесӗр, вӑл помощника ман аҫа ҫурине чӗнчӗ. Грэнджерфордсем мана хӑйсем патӗнче усраҫҫӗ Пӗрер минут иртсен, тахӑшӗ пуҫне кӑлармасӑрах кантӑкран кӑшкӑрчӗ: — Шӑпланӑр-ха!.. Кунта ун патне савӑннипе алӑсене тӑсса Джемма чупса пынӑччӗ. — Еst-ce que le pavillon est baisse deli? — ыйтрӗ Гальцин князь каллех мӑнкӑмӑллӑн, штабс-капитан карттусӗ ҫине пӑхса. Кӑна ыйтнӑ чух никам патнелле те ятарсах ҫаврӑнса тӑмарӗ вӑл. Аптӑрас ҫук-ҫке Павел, вӑл вӗри ача. Анчах Дмитрий унпа ҫав-ҫавах тӗлӗнтерекен туслӑ ҫыхӑнусем тытрӗ, Любовь Сергеевнӑна никам та ӑнланмасть, вӑл мана тем чухлӗ ырлӑх тӑвать, тесе каларӗ. «Мӗн тӑвас? — Акӑ сире туссем те ӗнтӗ! Мана эсӗ акӑ мӗн каласам: сирӗн хуҫӑр — кам? Пӑкӑланӑ хозырӗсене шӑлпа туртса кӑларса пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хутаҫне хучӗ. — Малтан пуҫласа вуласан, чӑнахах та сӑмах майӗ ҫук, анчах хыҫалтан пуҫласан… Ыйха каймасӑрах тӗлӗксем куратӑп. Кӑнтӑр енче сакӑрвунӑ мильре сарӑлакан Вентана сьерри (Рио-Гуамини типсе ларнӑ пулсан, ҫулҫӳревҫӗсен ҫавӑнта каймалла пулать) пӗтӗмӗшпех урӑхла курӑнса выртать. Пӗр сӑмахпа каласан, кӑвайт вӗрсе чӗртнӗ чухне эпӗ крепость стени хушшинчен хура кӑна мӗлке тухсан, ытлашшипех тӗлӗнсе каймарӑм. — Эсир государство ҫынни-и, Николинька? — ыйтрӗ Шубин ҫинҫе сасӑпа. — Хамӑр ҫулӑн вӗҫне-и? — Эсӗ Еленӑна юрататӑн-и? — терӗ те ун хыҫҫӑн Берсенев чарӑнса тӑчӗ. Унтан негра йӑпатса лӑплантарма тытӑнчӗ, ахаль ҫеҫ туйӑнчӗ пуль сана тет. — Какайне ӑҫтан илтӗн? — Мӗн тетӗр? Вара Фигура чееленме шутларӗ. — Вӑт мӗнле? Анчах вӑл тепӗр еннелле пӑхрӗ, эпӗ те пӑхтарасшӑнах хӑтланмарӑм. Акӑ мӗскер вӑл — вӑрттӑнлӑх: Марс дискӗ ҫинчи ҫаврака пӑнчӑсем — цирксем — шыв управӗсем, виҫ кӗтеслӗхсемпе ҫурма ҫаврасен йӗрӗсем — каналсем. Ҫырантан уйрӑлсанах, утрав ҫумӗпе хӑвӑртрах сулӑ хыҫҫӑн хӑваларӑм. — Вӗсене, ҫав сӑмахсене, ӑҫтан тупса тултарнӑ-ха эсӗ? — каллех пӗлесшӗн пулчӗ Бесхлебнов. — Хӗрӗ ашшӗне хӑтарас тесе панӑ пулинех, — терӗ Огнянов. Хӗрачи амӑшне кулӑшла мулкач балалайка хӗлӗхӗсене тринклеттернине кӑтартсан, амӑшӗ йӑл кулса ячӗ. Макҫӑм вара хӗрачан аллине хӑйӗн аллинчен вӗҫертмесӗр ывӑҫ тупанӗпе ачашласа кулса ячӗ. Ҫак ӗҫе, паллах ӗнтӗ, Кралич тытӑнчӗ, кӗҫӗрхи каҫа вӑл Марко ҫуртне вирхӗнсе кӗрессинчен, пуҫласа ячӗ-ҫке. Эпӗ мансах кайнӑ! Пӗр Эмиль анчах Санинпа калаҫасшӑн, унран ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ: вӑл Санин офицерсем патне пынине те, вӗсене темӗскер шурӑ япала — те хут татки, те ҫыру, те карточка — панине курчӗ… Вӑл вӗҫерӗнме хӑтланса тапаланакан хӗрарӑмӑн вӑйлӑ ӳт-пӗвӗнчен ӑшӑ ҫапнине, унӑн, алла лекнӗ кайӑкӑнни евӗр чӗри сиксе тухасла хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туять. Уншӑн пулсан, вӑл ахаль картон татӑкӗ мар. Запорожецсем мӗнпур ҫӗмҫырлине ҫисе е тӗшӗрсе пӗтернӗ; мечетьсенче купи-купипе тислӗк юлнӑ; перссен хаклӑ шаль тутӑрӗсене козаксем пиҫиххи вырӑнне шӑлавар ҫийӗнчен тата варланса пӗтнӗ вӑрӑм сӑхман ҫийӗнчен ҫыхнӑ. Лӑпах учитель пуҫӗ тӗлӗнче маччаран ҫӳлелле каймалли алӑк пур, ҫав алӑкра кайри урисенчен кантрапа ҫыхнӑ кушак курӑнса кайрӗ, кушакӗ ан ҫухӑртӑр тесе, унӑн пуҫне тутӑрпа хытӑ туртса ҫыхса лартнӑ. Мотанелли часах вӑранчӗ. Ӗненмерӗҫ мана, пымарӑҫ ман чӑнлӑх хыҫҫӑн, — апла пулсан, эпӗ ӑна каласа пама пӗлеймерӗм!.. Виль та фабрикӑна кайма пултарать е, каймасан эппин, ҫӗр минне ҫаврӑнса кайтӑрах! Сак ҫинче пӗр кӗпҫеллӗ пӑшал, кӗтесре ҫӗтӗк-ҫурӑк татӑкӗсен купи сапаланса выртать. Кӑмака умӗнче икӗ чӳлмек — пысӑк чӳлмексем лараҫҫӗ. Перессе пемест хӑй, пӑшал тытать! — Атте вӑл, — куҫхарши айӗн пӑхса каларӗ мана Катя. Ҫук пурӑнӑҫ, хурлӑхлӑ, асаплӑ пурӑнӑҫ килсе ҫитнӗ. Викентий ҫурта ҫутса ячӗ. Сталин ячӗпе хисепленекен колхозра — сасартӑк ҫавӑн пек йӗркесӗрлӗх пурри палӑрчӗ иккен! Мӗн чухлӗ пӑшӑрхану, мӗн чухлӗ хуйхӑ-суйхӑ чӑтса ирттеретӗн ӗнтӗ эсӗ ҫак иртнӗ ҫулсенче — акӑ тата тепри, чи пысӑкки. Шурӑ та ҫаврака пӗлӗтсем юмахри шыв айӗнчи кимӗсем пек вӑрахӑн шуса иртеҫҫӗ, — вара сасартӑк ҫак мӗнпур тинӗс, ҫак хӗвел ҫутине тулнӑ сывлӑш хӗвелпе ҫуталса тӑракан ҫак туратсемпе ҫулҫӑсем, — йӑлтӑртатса вӗттӗн-вӗттӗн чӗтреме пуҫлать те, кӗтмен ҫӗртен килсе ҫапнӑ вӗҫӗмсӗр вӗтӗ хум евӗрлӗ кӑштӑртатса калаҫнин уҫӑмлӑхӗ ҫӗкленет. Малтан купец куҫҫульне сухалӗ ҫинчен сарлака ывӑҫ тупанӗсемпе шӑла-шӑла илсе ним чӗнмесӗр макӑратчӗ, анчах тӑнласа пӑхсассӑн, уласа ҫухӑрса ячӗ: — Арҫури! Анчах ҫул ҫинче никам ҫук ӗнтӗ, вӑл ирхи сӑрӑ тӗксӗмлӗхри хурарах тӗмсем хушшине пӗчченнӗн кӑна шуралса выртать. Эсӗ, ватӑ кашкӑр, халӗ те чӗп-чӗрех-и?» — тесе ыйтатчӗ. «Персе пӑрахатӑп! — тетчӗ. Эпӗ ун чухне ҫав хӗрарӑма юратма пултарасса ӗненмен. Эпӗ ӑна ӗнер рашчара хирӗҫ пулнӑччӗ. Пирӗн кунсенче революци пуҫарса ямашкӑн укҫа кирлӗ, Хунтӑн укҫа хӗсӗкрех пулнӑ. Ҫанталӑк начар-и? Алвиш юратмӑшӗ пӗр вунӑ утӑм аякка ывтӑнса кайрӗ. — Лӑпкӑн, джентльменсем! — терӗ судья. — Халӗ пирӗн ҫав бухтӑна куҫса ӳкесчӗ. Эпӗ ӑна Катьӑпа паллаштартӑм, вӑл Катьӑна, чӑн-чӑн ксендз пекех, чӗтрекен аллисене хӗрӗн тути патнерех тытса пиллерӗ. Ҫураҫнине мӑшкӑл вырӑнне хураҫҫӗ пулсан, эсир калани вара пин хут мӑшкӑл. Марьяна ҫӗкленчӗ те, шухӑша кайса, йӑл кулчӗ. — Эпӗ сирӗн салтакӑрсене пуҫ таясшӑн. — Эсӗ ман пата кӗрсе тух, пыркаласах тӑр, атту эпӗ сана тунсӑхлама пуҫлӑп. Ун пекки ним те кирлӗ мар, майор. — Ухмахсене те, ӑслисене те — пӗр ҫӗрте тӗне кӗртнӗ! — терӗ Николай ҫирӗппӗн. Хулана тухса каяс умӗн Илья ашшӗнчен пӗр япала пирки ҫеҫ ыйтрӗ — ку унӑн пӗртен-пӗр ыйтӑвӗ пулчӗ: — Атте, Павела мунчара, мачча ҫинче кӑвакарчӑнсем усрама ирӗк парсамӑрччӗ… Эсӗ пирӗн ҫумма хутшӑнатӑн-и? Пӗр мӑшӑр йӗкехӳре тытса вӗсене хӳрисемпе ҫыхса лартатчӗҫ, ҫул ҫине кӑларса яратчӗҫ те вӗсем тӗртӗ еннелле туртӑннине, пӗр-пӗрне епле ҫыртнине пӑхса хӗпӗртесе тӑратчӗҫ; хӑш чухне тата йӗкехӳрене кӑраҫҫынпа сапаҫҫӗ те вут тивертсе яраҫҫӗ. Е мӗн каланине илтместӗр-и? Ҫыран тӑрӑхӗнче аташса ҫӳренӗ чух эпӗ каторжниксен шайккине тӗл пултӑм. Вӗсем, Перт тӗрминчен тарнӑскерсем, полицирен пытанса ҫӳреҫҫӗ. Стена шӑтӑкне хирӗҫ, тепӗр енчен, башня патне ҫити виҫӗ аркӑллӑ чул кӗпер пур. Унтан эпӗ капитана хам мӗн калама тытӑннине вӗҫне ҫитиех лайӑх тӑнласа итлесе пӗтерме йӑлӑнтӑм. Унтан эпӗ лапсӑркка та тураса якатнӑ ҫилхеллӗ лаша кӗлетки турӑм. Вӗсем кӑшт ҫеҫ шыва кӗрсе каймарӗҫ; кӑтраланакан мамӑк пек тӗтре витӗр урасем айӗнчех шыв хура тӗслӗн курӑнса кайсан, тӗлӗнсе чарӑнса тӑчӗҫ. Иккӗшӗн те ӑшчикӗсем лӑпкӑ мар, иккӗшӗ те хӑйсене телейсӗр ачасем тесе шутларӗҫ. Пӗр лавҫи, таҫта малтах пыраканни, вырӑнтан тапса сикрӗ те айккинелле чупса кайрӗ, ҫӗре пушшипе ҫапма тытӑнчӗ. Ҫук, мана ҫитет! Сассинчен шайласан, унӑн ҫурӑм шӑммине ҫӗмӗрнӗччӗ пулӗ. Вӗрентекенӗм, эпӗ тин кӑна аттепе калаҫрӑм. Софья Ивановна шутланӑ тӑрӑх, вӗсен ҫурчӗ таврашӗнче ҫанталӑк пӗтӗм урамринчен те лайӑхрах. — Ара эпир шапа ҫиетпӗр-ҫке!.. Малтан ӑна мӑйкӑча чикрӗр, унтан монастыре ятӑр: турра кӗл ту пирӗншӗн! Хуторта юлашки хӑйӑ ҫутисем сӳнчӗҫ. Эсӗ маҫтӑр патӗнчен тухса тарнӑ ача ҫеҫ пулӗ-ха. Санин вара вӑл Леонора Розелли ятлӑ пулни ҫинчен; упӑшки Джиованни Баттиста Розелли вилнӗ хыҫҫӑн вӑл упӑшкасӑр тӑрса юлни ҫинчен; ун упӑшки ҫирӗм пилӗк ҫул каялла Франкфуртра кондитер пулса ӗҫлеме тытӑнни ҫинчен пӗлчӗ. Джиованни Баттиста, Виченцӑра ҫуралнӑскер, кӑштах вӗриленме, чӗрре кӗме юратнӑ, тата ҫитменнине республиканец пулнӑ пулсан та, лайӑх ҫын пулнӑ. Марко чӗлӗмне туртса ячӗ, кулам пек тукалса, ҫапла каласа хучӗ: — Хӑвӑн тусусенчен пӗри ҫапла туса хунӑ пуль тесе асна илмерӗн-и вара? Мӗн тӑвас? — Пӗлетӗн-и, ӗҫ мӗнле пулчӗ… — калама тытӑнчӗ вӑл, тилхепине пуҫтарнӑ май. Тӑвӑллӑ тапӑнупа алчӑраса кайнӑскер, Фома йӑлт аптраса ӳкнӗ, старикӗн шавлӑ мухтанчӑкне хирӗҫ ним калама та пӗлмен. Ҫак нимӗн тума аптранӑ ӑссӑр ҫынсем этем ӑс-пуҫне нихҫан пырса кӗме пултарайман, акӑш-макӑшла ытти тӗрлӗ фантазисем те шутласа кӑларнӑ. Ҫӗрле пире хулана сыхлакан ҫар ҫыннисем лектерме пултараҫҫӗ — вӑрҫӑ вӑхӑчӗ-ҫке-ха. Ҫитменнине тата каҫ пулсан сӑнчӑрти йытӑсене те вӗҫертсе яраҫҫӗ. Тен, урӑх нихҫан та ҫакӑн пек май килмест пулсан та, пӑрахас-и вара? — Молчать! Хамӑр хушӑра валеҫес мар-ши… Сирӗн ҫинчен асра тытса тӑмашкӑн ҫынсен тивӗҫ те ҫук, ҫапах сире вӗсем манмӗҫ. Вӑл пит хавасланнӑ, шӳт тукалать, аллисене сӑтӑркаласа ҫеҫ тӑрать. Вӑл ҫамрӑклансах кайнӑ. Хе-руг-ва! Унтан тенкел ҫинчен ҫӗкленсе пит ҫумалли патне утса пычӗ те хӑйӗн пуҫӗ ҫине пӗр кӑкшӑм сивӗ шыв ячӗ. «Азамат! — терӗ Григорий Александрович: — Карагез ыран ман алӑра пулать; паян ҫӗрле Бэлӑна кунта илсе килмесен, эсӗ Карагеза нихҫан та кураймӑн…» Малалла калама пуҫлассине вӑл пит тимлӗн кӗтсе тӑнӑ. Лушка Нагульновӑна! — Акӑ часах эпир Мускава ҫитетпӗр, — тетӗп эпӗ, — эс епле шутлатӑн, мӗнешкел-ши вӑл? Юланутлӑ ҫын курӑк ҫинче выртакан Павкӑпа Климка енне саламачӗпе сулса:— Эй, ачасем, килӗр-ха кунта! — тесе кӑшкӑрчӗ. «Майданников юлташа йышӑнас мар», тетӗн пулсан, Майданников мӗншӗн партире пулма тивӗҫлӗ маррине фактсемпе кӑтартса пар. Леноре фрау ҫийӗнчех килӗшрӗ те хавасланнӑ пек пулчӗ. Сыхла хӗрӗме, асту, ан ӳркентӗр вӑл. Цимбала маслинӑсем акса тумалли совхоз йӗркелеме хушнӑ, ҫавӑнпа вӑл ку тӗлӗшпе ӗненмелле мар хӗрӳллӗн ӗҫлеме пикенни тата ҫамрӑк практикантсен ушкӑнне тума ирӗк илни ҫинчен Лена пачах та пӗлмест-ха. Кирек хӑшне ил! Ҫӗнӗрен килекен кашни хумах мана чӗр вилӗмпе хӑратать. Вӑл акӑлчан кантри хулӑнӑш канат ҫумне ҫыхса хунӑ пӗчӗк хӑма ҫинче пӗр тӑтӑш темиҫе хут чикки-макки туса илнине хама та курма тӳр килчӗ. Пӳртри ҫынсем ахлатса кулнипе, Ванюшка, чарӑна-чарӑна ҫапла каласа пӗтерчӗ: — Слободара пирӗн лаша вӑрри Эрхип Чохов пурччӗ. — Ҫапла, эпӗ ватӑ ҫын ӗнтӗ, — терӗ генерал малалла, — анчах халь хамӑр салтаксем ҫине пӑхатӑп та, ашра ҫуркунне пек, ҫамрӑклӑх килсе ҫитнӗн туйӑнать: мӗн тери лайӑх ҫынсем ҫуралса ӳсрӗҫ пирӗн ҫӗршывра! — Вӑл хускалса илчӗ те Ярцев ҫине каллех тӗллесе пӑхрӗ. Озеров майор хӑй полкӗ ҫӗнтерессе хытӑ ӗненнӗ пулин те, нимӗҫсем пеме тытӑннӑ самантра унӑн чӗри сасартӑк хӗссе ыратса кайрӗ. Тырӑ йышӑнакан тухса кайнӑ. Вунултшара сутатчӗҫ. Хӗрхенместпӗр. Вара ҫынсем пурте кӑшкӑрчӗҫ: — Тӗрӗс! — Вӑл пирӗн пулассине эпӗ пӗлнӗччӗ, — илтрӗм эпӗ иккӗмӗш боцманӑн, Израэль Гэндсӑн сассине. — Ӗҫет-и? Хваттере те тирпейлерӗм, чӳречисене те шӑла-шӑла тасатрӑм, чунтан тӑрӑшрӑм, ӑна-кӑна та, урайне те ҫуса кайрӑм. Пӗрре унӑн умӗнче ҫакӑн пек сцена пулса иртнӗ. Хӗр тӑрса ларчӗ, тӗттӗмре ун аллине шыраса тупрӗ те, ун ҫумне тутипе ҫыпӑҫрӗ, пӑшӑлтатса:— Иисус Христос та эп каҫарнӑ пек каҫартӑр сана, — терӗ. Мишель, пашалӑвне ҫисе ярсан, хресчен хӗрарӑмӗнчен:— Манӑн Турга ҫитмелле. Эпӗ ҫакна асӑрхаса каламасӑр нимӗнпе те чӑтаймарӑм. — Эх, Кандов, тӗрӗксене эс ҫатан витӗр те курман пулмалла-ха, — терӗ пупсенчен пӗри. Тепӗр кунне, вӑхӑт икӗ сехет ҫине кайсан, Елена сад пахчинче, хӑй икӗ йытӑ ҫури хупса усракан пӗчӗк хуралтӑ патӗнче тӑратчӗ. Кӑшт шухӑшласа тӑрсан, Каштанка ӑна икӗ урипе чӑрмаласа уҫнӑ та тепӗр пӳлӗме кӗрсе кайнӑ. Вӑл киле таврӑнсан, Артамонов унран тепӗр куннех:— Туй час тӑватпӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ каларӑм та, вӑл ҫапла шӑхӑрнӑ пек калаҫсах доктор килтех иккенне пӗлтерчӗ, анчах вӑл ҫывӑрать пуль-ха, терӗ. Пӑхӑр-ха — унӑн хӑлхисем кӗҫӗтеҫҫӗ, ӳсеҫҫӗ! Вӑл пӗр хӗл хушши Петербургра пурӑннӑ, хули килӗшмен вара ӑна, ҫыннисем те килӗшмен: ахӑртнех ӑна унта сиввӗн йышӑннӑ пулӗ. — Революци умӗн ҫеҫ. Купецсем, пурте пӗр кӑмӑлпа, аллисене сарлака сӗлте-сӗлте, кӑкӑрӗсем ҫине хӗрес палли хывнӑ, пурин сӑн-пичӗ ҫинче те пӗр туйӑм пулнӑ, вӑл — кӗллӗн хӑватне ӗненни… Учитель ҫав ӗҫе пӗтӗм тимлӗхпе тума пуҫларӗ, ӗҫки пуснине парӑнас мар, терӗ. Эпӗ те унпа сан пекех интересленнӗ, анчах эпӗ урӑх енчен. Ҫулҫӳревҫӗсем унӑн аяккипе иртсе кайрӗҫ те, часах ӑна инҫене пӑрахса хӑварчӗҫ. — Эпӗ малтанах эсӗ кирек мӗнле тӗшмӗшсенчен те ҫӳлте пулнине пӗлсе тӑнӑ, — терӗ вӑл. Вӗсем Морис Джеральдӑн хакалине тапӑнас шутпа килеҫҫӗ пулмалла. Ахаль ҫын хӗрех, Ситовӑри староста хӗрӗ, анчах та хӑй ҫав тери хаярччӗ! Андрей ӗнтӗ каллех хӗвелтухӑҫнелле кайрӗ… — Анчах мӗскер хӑратнӑ-ха вӗсене, халь вӗсен хӑйсен шӑтӑкӗсенчех канлӗн ҫывӑрмалла вӗт? Анчах вӑл учёт ӗҫне лайӑхлатса ҫитернине йышӑнмаллах. — Калӑр-ха, мӗне пула ҫакнашкал паян эсир? — Мӗнле апла никам ӗҫлеме ҫук? Пылчӑклӑ кӳленчӗке кивӗ ҫурт чӳречи мӗлкисем ӳкеҫҫӗ, шывӗ ҫинче хут татӑкӗсемпе кӗленче ванчӑкӗсем, карап ҫинчен пӑрахнӑ ҫӗмрӗк ещӗк хӑмисемпе шӑвӑҫӗсем туллиех, пур урамсем те, тӳррипе каласан, вӗсене витсе тӑракан пӗтӗм пылчӑк ҫавӑн йышши тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑрпа чӑп-чӑпар. Пур енчен те кунта йӗркесӗрлӗх те чухӑнлӑх, пылчӑк. Унтан вӑл каллех ҫаврӑнса килчӗ те темӗнле майлӑ та хуҫкаланса, мӗн каҫ пуличченех хӳме ҫумӗнче ҫапкаланса ҫӳрерӗ. Хӗрача текех курӑнмарӗ, ҫапах та Том хӑйне хӑй пӑртак йӑпатса ҫапла шухӑшларӗ: хӗрача пӗр-пӗр чӳречерен пӑхать пулӗ, вӑл уншӑн епле тӑрашнине курать пулӗ. Оля, пӗр уйӑх каялла заводран тухса кайса, халӗ таҫта ҫеҫенхирте пурӑнать иккен, — унта Камышинри хӗрсемпе хӗрарӑмсем пӗр пысӑк хула тавра противотанковӑй канавсем алтаҫҫӗ тата обводсем тӑваҫҫӗ. «Вӑл хулан ячӗ пирӗншӗн пуриншӗн те ҫав тери хаклӑ», тесе ҫырнӑ Оля. — Атьсемӗр, пуҫ чашкинчен никама та ан ҫапӑр, ҫапма урӑх вӑхӑт пулӗ; хӗрарӑмсем тӗлӗшпе те, чӑтма май пулсан, каҫчен чӑтӑр… Ҫуртсенче кантӑксене хутпа ҫыпӑҫтараҫҫӗ — хӗреслӗ-хӗреслӗ. Голю аптраса ӳкнӗ Марийкӑна шӑршласа тӑнӑ чух леш ӳкернӗ хута пусса таптанӑ пулнӑ иккен. — Мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — итле-ха, капла ӑнран кайни пулать-ҫке! — тесе кӑшкӑрчӗҫ ӑна. Кала, мӗншӗн килтӗн… — Пропагандиста кӗрес тесе килтӗм сан пата, — терӗ Воропаев, кулса, мӗншӗн тесен Корытов ӑна ӗненменнине тата ҫавӑнпа пӗрлех савӑннине те вӑл курчӗ. — Ну, куҫусемпе аса ил, ху каласа кӑтарт. Анчах та, сасартӑк, ӑна рабочисем Якова вӗлерме укҫа парса тытнӑ пулсан? Ну, тата мӗн? Рахманлари ялӗ вӗсен пухӑнмалли вырӑн. — Кӗнекесене эсир панӑ вӗт, вӗсем мар! Ҫапла вара, карапсем ҫапӑннӑ хыҫҫӑн Томпа ун юлташӗсем арканнӑ карап ҫине хӑйсем кӑна тӑрса юлнӑ. Карапӑн икӗ шлюпки те арканнӑ пирки «Вальдека» тӳрлетме те, ӑна пӑрахса кайма та пултарайман вӗсем. Анчах та сас-чӗвӗ тавраш пулмарӗ. Пӗччен, сан пек пӗччен юлтӑм, тесе юрланӑ вара маттур каччӑ: «Ай! дай! далалай!» Ҫак улакан, чӗрене пырса тивекен сыпӑка старик темиҫе хутчен юрларӗ. Ушкӑнпа пӗр харӑс пеме сасартӑк чарӑнни — роялистсене аркатса тӑкнине, пӗчченшерӗн пени — чарӑнмасӑр инҫетелле куҫса кайнине, роялистсем ҫиеле тухнине пӗлтернӗ. Пурте ҫав тери ҫиленсе ҫитнӗ. Такам Романпа Пономаренкӑна ирӗке кӑларма чӗнекен воззвани ҫырнӑ. Анчах эпӗ ҫаплах аса илетӗп-ха. Ҫамрӑк ӑрӑва воспитани парса ҫитӗнтерни. Эпӗ ун хыҫӗнчен утрӑм. — Ну, — мӑнкӑмӑллӑнрах мӗкӗрсе илчӗ Артамонов, — мана унсӑр та аякранах кураҫҫӗ. Устенька: «Хӗрсем ӗҫмеҫҫӗ», — тесе пӗлтерчӗ. Палаша та ман хыҫҫӑнах унта чупса пычӗ. Кайрантарах Фонтене тепӗр хут вӗсен аллине лекнӗ. Ку, манӑн тӑванӑмсем, чиркӳре «вилнисене канлӗх пултӑр», тесе е мӗнле те пулин чуна тивекен лӑпӑр-лапӑра юрланинчен япӑх мар… — Эсӗ пире автансем мӗнле авӑтни ҫинчен мар, апат-ҫимӗҫсӗр пулакан юрату ҫинчен каласа пар, — тӳсеймесӗр пӳлчӗ ун сӑмахне бригадӑри учетчик. Индеецсем арҫынсене, хӗрарӑмсемпе ачасене вӗлернӗ, кил-ҫурчӗсене ҫунтарнӑ. Ӑҫта тухса каяс пирӗн? — Апла пулсан, сире хам пистолета сӗнетӗп. — Ҫапла кӑна-и?.. Иван Никифорович алкум вӗҫӗнче мӗнпур вӑйпа авӑтса тӑракан автан ҫине выртнӑ ҫӗртенех пӑха пуҫларӗ. Ҫавӑн пек армак-чармак сӑмахсемпех вӑл рабочисене тӗрлӗ ҫӗршывсенче халӑх хӑйӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма тӑни ҫинчен тӗрлӗ историсем каласа парать. Николай Антоныч ун ячӗпе куҫарса янӑ вексельсемпе шантарса панӑ хутсем «шанчӑксӑр» пулнӑ иккен, укҫан саплаштарма май пулман вӗсене, «вексель паракансем» пӗтӗмпех чухӑна тухнине Николай Антоныч малтанах пӗлсе тӑнӑ, вӗсем тӳлеме те пултарайман. Унӑн чӗринче темӗн ҫемҫелчӗ. Тӑванӑм! Пӗр эскадрилья бензин тултарма анса ларсанах, ун вырӑнне тепри, иккӗмӗшӗ, виҫҫӗмӗшӗ сывлӑша ҫӗкленнӗ. Сӗм-тӗттӗм. Вӑрӑмтунасем сывлӑшра пӗлӗт пек явӑнаҫҫӗ, сунарҫӑсем хыҫҫӑн вӗҫсе, вӗсен ҫурӑмӗсене, куҫӗсене, аллисене сыра-сыра илеҫҫӗ. Дегтярев ятланине итлесе, Умрихин пӗр шарламасӑр повозкӑпа юнашар утрӗ. Аллуна татса каять-и унта — вӑт сана ҫитрӗ те! Мӗскӗн старик шӑнса чӗтреве ӳкнӗччӗ. Бригада ахаль те кая юлнӑ, ыттисем паҫӑрах сылтӑм ҫырана тухса вырнаҫма ӗлкӗрнӗ. Хӑрушӑ сивчирпе чирлесе ӳксе, кунта Ливингстон чылаях пурӑннӑ, ҫак ҫӗршывӑн йӑли-йӗркине тӗпченӗ, Африкӑра чура суту-илӗвӗ ялсене мӗнле тустарнине пӗрремӗш хут курнӑ. Е каҫпа ҫурта ҫутинче хӑвӑн пӳлӗмӗнте ларатӑн; ҫурта ҫунӑкне хырма е пукан ҫинче тӳрленерех ларма сасартӑк пӗр самантлӑха вуламашкӑн чарӑнатӑн та ун-кун пӑхса илетӗн; алӑксем патӗнче, кӗтессенче пур ҫӗрте те тӗттӗм, ҫуртра ним сас-хура та ҫук, — ҫак шӑплӑха тӑнламасӑр, уҫнӑ алӑк витӗр тӗттӗм пӳлӗм сӗмлӗхнелле тинкермесӗр, вӑрахчен ним хусканми ларса йӑпанмасӑр е аяла анса мӗнпур пушӑ пӳлӗмсене кӗрсе пӑхкаласа ҫӳремесӗр ниепле те чӑтма ҫук. Эпӗ ӑна, ун пек тума кирлӗ мар ҫӗрте ҫапла чӑрмантарса ҫӳренӗшӗн, ятлама тытӑнтӑм, анчах чӑтаймасӑр кулса ятӑм. — Ҫук, аттеҫӗм, эпӗ патша пулнӑ пулсан, сирӗннисене, вырӑссене, тахҫанах ҫакса вӗлерсе пӗтермелле. Хуҫа патӗнче унӑн хӑнисем пулнӑ чухне хуҫа мана пӳлӗмре вӗсемпе пӗрле пулма, вӗсен калаҫӑвне итлесе ларма ирӗк паратчӗ. Юлашки хут, чи юлашки хут куратӑп эпӗ унӑн лампа ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ пит-куҫне. Пуҫне сулкаласа Ардальон калать: — Ну, суй, суй… Ҫӳллӗ, пӗкӗрӗлчӗк марсиан мала тухса тӑчӗ; вӑл та хура тумпа, пичӗ ӑмӑр, тӑрӑхла, вӑрӑм, ансӑр хура сухаллӑ. Ҫавӑнпа та пире яланах юратаҫҫӗ те. Колхозран тухнисенчен нумайӑшӗ вӑрлӑхлӑх тырра хӑйсем малтан хывнинчен ытларах илсе кайнӑ-мӗн. Вӗсем темиҫе чугун ҫул линийӗ пӗрлешнӗ Бологое станцийӗ енне васканӑ, ӑна тытса илсе пирӗн хӗвеланӑҫ фрончӗпе ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ фронтне пӗр-пӗринчен уйӑрасшӑн пулнӑ. — Эпӗ мӗн, терӗм… — терӗ вӑл: — эсир хӑвӑр мӗн тунине яланах пӗлсе тӑратӑр тата эсир кирлӗ мар ӗҫ тума пултараймастӑр, тесе шухӑшларӑм. Фома, пукан ҫине ҫирӗппӗнрех пусӑрӑнса ларнӑ та, урмӑшнӑ питпе:— Хреснай атте! — Камсем алтнӑ вара кунта? Текех нихӑшӗ те хирӗҫлемерӗ. Тарӑхса е хавхаланса каланӑ сасӑсем те илтӗнчӗҫ, анчах шавланипе сӑмахсене уйӑрса илме ҫук. — Бил! — Мӗнех вара, укҫа ҫук-тӑк? Давыдов ывӑннӑн кулкалать, счетовод карчӑк пек, ҫӑварне ал лаппипе хупласа кулать, анчах Разметнов ним кулмасӑр-тумасӑр малалла калать: — «Ҫапла, — тет Макар, — эпӗ сана иккӗмӗш хут ҫавӑнтанах янклаттарсан, куҫҫуль сан пӗр сулахай куҫӑнтан ҫеҫ сиксе тухӗ тесе ан шутла. Петр аран тухакан сасӑпа:— Шел ӑна. Хӑратӑп, — терӗ. Тӗрме картишӗнчи курӑк таптаннӑ та хӗрлӗччӗ… пӗтӗмпех хӗрлӗччӗ… Юн питех те нумай юхнӑ. Алӑк уҫӑлчӗ. Вӗсем унтан ютшӑнчӗҫ; ирӗксӗр илтмелле пулнӑ калаҫу вӗсен пуҫӗсенчен тухма та пӗлмерӗ. Гусев — хурсенчен: тӗреклӗ кайӑк-кӗшӗк пирӗн Ҫӗр ҫинче, эсир унашкал кайӑксене ҫуралнӑранпа та курман. — Сире кӳрентерессӗм килмест те, — тетӗп эпӗ, — анчах шӑп та шай ҫавӑ чирленӗ. Ку аҫтахана тин ҫеҫ лӑплантарма пултарнӑ матрос, туппа ҫӗнтернӗ канонир пулчӗ. Вӑл сире паллас та ҫук вӗт-ха. — Ӑҫта ишетпӗр эпир? — калаҫӑва урӑх енне пӑрас тесе ыйтрӗ хӗр. — Каяс хӑвӑртрах! — хытӑ кӑшкӑрчӗ Дик Сэнд; энтомологӑн юлашки сӑмахӗсене Уэлдон миссис илтесрен хӑрарӗ вӑл. Станицӑна ҫитсен, казаксем сыпрӗҫ та каҫчен ҫывӑрма тӑсӑлса выртрӗҫ. Кӗлтума чӗлхем мӗншӗн ҫаврӑнманнине пӗлетӗп-ҫке эпӗ. Урӑх никама та укҫа вӑрланӑ тесе шанмасӑр тӑма май ҫук. Лисицын илнӗ сводка нумай сӑмахлӑ мар: Иртнӗ ҫӗрле Поддубец районӗнче чикӗ урлӑ Совет территорине утлӑ банда ҫапӑҫсах каҫса кӗнӗ. Бандӑра, ҫӗр хӗҫе яхӑн, икӗ пулемёт. Шел, вӑл пӗлӳлӗхпе аталанса ҫитеймен: унӑн пирӗн Евдоксияпа ҫывӑхрах паллашмалла. Майӑн 16-24-мӗш кунӗсем. Ман вӑй пӗтнӗпе пӗрех, анчах ман ҫемҫелме юрамасть. Иккӗмӗш кунне каҫа хирӗҫ, хӗвел анас умӗн пӗр сехет малтан тенӗ пек, кимӗ Сен-Мишель тӑвӗ тӗлӗнчен иртсе, суднӑсем те, ҫынсем те тӗл пулман пушӑ ҫырана ҫитсе чарӑнчӗ, мӗншӗн тесен кунта чарӑнма хӑрушӑ: хӑйӑр ҫине путса ларма пулать. Вӑрласа тух-ха? Гаврило буфетчик, хӑйӗн йӗри-таврашӗнчи сӗткенлӗ ешӗл курӑка лапчӑтса, турилккесене тасатрӗ те пӗчӗк коробкӑран ҫулҫӑпа чӗркенӗ сливӑсемпе персиксем кӑлара пуҫларӗ. Пӗлеп ӗнтӗ… — тесе, ашшӗн халиччен пытанса тӑракан вӑрттӑн пурнӑҫне ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑн сиссе илнипе савӑнса кайнӑ пек, куҫӗсене чеен хӗскелесе каланӑ Фома. Анчах ҫакӑн ҫинчен каламастӑп эпӗ, эсӗ, Лукич, сенӗк айне пулнӑ хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен пек ан пӗтӗрӗнкеле, эпӗ мӗн ҫинчен каланине ӑнланатӑн эсӗ! Вӑл вилмен-и вара? тесе шухӑшласа илет Елена. — Шутласа пӑхӑр акӑ. Ан манӑр ӗнтӗ ҫавна! Нимӗҫсем оборона линине темиҫе ҫӗртен татса каҫнӑ, анчах та юлашки рубежра вӗсене тытса чарнӑ. Вӑл сӑмах каланӑ хыҫҫӑн никам та вырӑнтан хускалмарӗ. Лось аллисене Аэлита еннелле тӑсрӗ. Ҫапла ӗнтӗ эпир Томпа иксӗмӗр ҫыран хӗррине ҫитрӗмӗр, аялалла, хула ҫинелле, пӑхрӑмӑр та, унта пӗтӗмпе те виҫ-тӑватӑ ҫутӑ кӑна курӑнать — ку пӳртсенче чирлӗ ҫынсем пур пулмалла; ҫӳлте, пуҫ тӑрринче, ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ; хуларан анатарах пӗр миля сарлакӑш юханшыв мӑнаҫлӑн та лӑпкӑн юхса выртать. Шӑп ҫав самантра пиллӗкмӗшне йӑтса кӗчӗҫ. Ҫак калава ҫырса илесси ҫеҫ юлчӗ. Эсир вара, ҫакна хӑвӑр хӑлхӑрпа илтнӗ тесе, алӑ пусатӑр. Помощникӗ хронометр тытса тӑрать. Амӑшӗн кӑкринче савӑнӑҫ кайӑк пек юрларӗ, куҫ харшисем чеен сиккелерӗҫ, вӑл хӑйӗн ӗҫне питӗ ӑста туса, хӑй ӑшӗнче пӗрмай:— Акӑ сана — татах!.. — терӗ. Вӑл Лось аллинчен кӗнекене асӑрханса илчӗ те ӑна бортран кӑларса ывӑтрӗ. Эсир канлӗнех ватӑ Зеба шанса тӑма пултаратӑр. Ерошка мучи, хӑйӗн йӗпе поршнисем сырнӑ урисем ҫине пӑхса, хорунжин ҫивӗчлӗхӗнчен тата вӗреннӗлӗхӗнчен тӗлӗннӗ пек пулса, шухӑша путса пуҫне сулкаларӗ те сӑмси айӗнче: «Гибет Нимрочӗ! — Тепри! — тесе чӗнчӗ Доримедонт атте, ман ҫумӑн аяккалла пӑхса. Анчах совӗҫсӗр — пысӑк ӑс пулсан та пурӑнаймастӑн! Эпӗ авантарах та-ха, мӗншӗн тесен, ахӑртнех, унран опытлӑрах. — Унтан, куна эсир те астӑватӑр ӗнтӗ, Павел Павлыч, — Арагонский генерал вӑхӑтӗнчи перессисем. Алексей хӗрпе мӗн тери ытларах калаҫрӗ, хӗр Петров ҫине ҫав тери ытларах пӑха-пӑха илчӗ, унӑн куҫӗсем вӑл ӑна питех те кӑмӑлланине палӑртрӗҫ. — Тупрӑм, — тет вӑл. Халӗ мула пӗчӗк ача та тупма пултарӗччӗ. — Кунта вӗсен ролӗсем улшӑнса кайнӑ. Ҫук, кала-ха: эсӗ мар-и-ха вӑл кимӗ ҫине ларса ӑшӑхлӑхри тӗмсем патне сулӑ кӑкарма кайрӑн? — Ҫапла пулмасӑр, — тет тимӗрҫӗ. Артёма сехетрен кӑларса ячӗҫ. «Хурсам мана, тӑмха пек, хӑв чӗрӳ ҫине, куҫлӑ ҫӗрӗ пек, хӑв аллу ҫине, мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, вӑйлӑ, кӗвӗҫӳ, тамӑк евӗр, хаяр: унӑн сӑннисем — вутлӑ сӑнӑсем». — Ӑҫта вӑл? — Э? Кӑшт тӑхтасан вӑл кучер пулса тӑчӗ, икӗ кӑвак лаша кӳлнӗ коляскӑн ларчӑкӗ ҫинче ларса, пур иртсе пыракан ҫынсене хирӗҫ пулакансене те хыттӑн кӑшкӑрса пӗлтерсе пычӗ: — Паула патне каятпӑр! Якова вӑл йӗкӗлтемен, анчах ывӑлне яланах ашшӗ ун ҫине кӳрентермелле хӗрхенӳпе пӑхнӑн туйӑннӑ. — Пурте чиперех, — тет Билл. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑнланаймарӗ: укҫа парса хӑварни кӑмӑла каймасть-и е тӗлӗнтерет кӑна-и? — Пырать, лайӑх. — А эсӗ мӗнле шутлатӑн? Ун чухне эпир пӗр-пӗр порта ҫывӑхарах пулаттӑмӑр, пире тӑван ҫӗршыва таврӑнма ҫӑмӑлрахчӗ. Гаррис мистера та питех чӑрмантармӑттӑмӑр. — Атьӑр-ха манпа пӗрле, мистер Стумп, — терӗ ҫамрӑк ирландец, пукан ҫинчен тӑрса, алӑк патнелле утса. Вӑл, Архангельскинче сутнӑ 60 йытӑран нумайӑшне Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинчех персе пӑрахмалла пулчӗ. Нандун какайӗ питӗ тутлӑ, ҫавӑнпа индеец хӑйӗн пайне пӗр хурана ярасшӑн пулчӗ. Вара мӗнле пулӗ? Эсир хӑвӑр мустанга тытса чарма пултарӑр-и? Тӳррипе каласан, вӗсем вуҫех кӗлтӑвас мар тесе те шутланӑччӗ, антах пӗлӗт вӗсен пуҫӗ ҫине ятарласа аҫа-ҫиҫӗм ярасран хӑрарӗҫ. Часах вӗсем ҫывӑрса кайма та пуҫланӑччӗ. Эх! Ҫийӗнчи тутӑрне хӑвӑрттӑн сӳсе илчӗ те вӑл, чӑмӑртаса кумккалатса, яра пачӗ мана унпа питрен. — Доггер, санӑн лашу лайӑх, — терӗ мистер Дэнс. — Ҫак маттура ҫурӑму хыҫне ларт-ха. Унта вӑл питӗ йӗркеллӗн пурӑнса тата мӑнастырӗн ҫирӗп правилисене пӑхӑнса пурне те тӗлӗнтернӗ. Юнпа шӳнӗ ҫӗршыв канӑҫ ыйтать. Халӗ мӗн нӑйкӑшмалли пур? «Губерния знатная! — терӗ вӑл пӗр пӑлханмасӑр. Тинӗс хумӗсем тата? Шыв хутшӑннипе шыв чакни? Малтанхи ыйтусем хыҫҫӑн Мария Гавриловна юриех калаҫма пӑрахнӑ. Ҫапла тунипе вӑл иккӗшӗ те нимӗн калама аптӑраса тӑнине тата та вӑйлӑлатса хунӑ, ҫакӑн пек самантра сасартӑк татӑклӑ калаҫу пуҫласа янипе анчах ҫӑлӑнса тухма пулать. — Агвардиенте! Иерофантсем пӗтӗм влаҫне нумай-нумай йӑх хушшинче хӑйсен тӗнне сарма яраҫҫӗ, — ҫав халӑхсене хӑй вӑхӑтӗнче Уру династийӗ пӑхӑнтарнӑ, вӗсем тӗрлӗ ҫӗрелле сапаланнӑ. Мсье Вольдемар, хӑрах чӗркуҫҫи ҫине ларӑр! Анчах ман ҫумри пиратсене ку хырӑн пысӑкӑшӗ хумхантармасть: вӗсене ҫак йывӑҫӑн айӗнче, ҫӗр айӗнче ҫичҫӗр пин фунт стерлинг чавса хуни хӗртӗнтерет. Хӑна пӳлӗмӗнче мана княгиня яланхиллех тирпейсӗррӗн-тимсӗррӗн саламларӗ. Эпӗ вӑл Иван Иванович Зурин ятлине, гусар полккин ротмистрӗ иккенне, халӗ вӑл Чӗмпӗрте рекрутсене пухнӑ ҫӗрте ӗҫленине тата трактирте пурӑннине пӗлтӗм. Эпӗ Овсяникова хирӗҫ нимӗн калама та пӗлмерӗм. Пӗррехинче ывӑлӗнчен вӑл:— Тихон сана мӗнпе пит илӗртет вара? — тесе ыйтрӗ. Вӑй питти арҫынӗсем мобилизаципе каймаллисем, тахҫанах ҫара кайса пӗтнӗ. Вунвиҫӗ сехет хушши шыраса та нимӗн тупманнипе ҫиленсе ҫитсе, Тимошенко ухтарма пӑрахас тесе те шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах прислугӑн пӗчӗк пӳлӗмӗнчен тухса кайма хатӗрленсе тӑракан Сережа хӑлхине хӗр шӑппӑн:— Кухньӑра пулмалла, кӑмакара, — тени кӗрсе кайрӗ. Пӑрҫана е тулӑ пӗрчине ҫутӑ хӑйӗн пусӑмӗпе тӗксе яраймасть — вӗсен масси, хӑйсен лаптӑкӗпе танлаштарсан, ытла та пысӑк. Тухатнипе ҫывӑрса кайнӑ пек, сӑрт ҫинче ял тӗлӗрсе ларать. Уйӑх ҫутинче шурӑ пӳртсем тата шурӑрах, ҫутӑрах пек курӑнаҫҫӗ; вӗсен каҫхи тӗттӗм ӑшне путнӑ лутра стенисем халь тата ытларах ҫиҫсе куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Артамонов Алексейрен: чӑнах та вӗсем хӗнерӗҫ-и? — тесе ыйтсан, лешӗ ӑна:— Пӗлместӗп, — тесе ответлерӗ. — Эсир ман пата пырса курма сӑмах патӑр, юлташӑра та илсе пырӑр ӗнтӗ. Мӗн ҫисе пурӑннине шуйттан ҫех пӗлсе пӗтерӗ — керосинка ҫинче хайне валли хӑех тем лапӑркки хатӗрлет, ҫӗтӗк ластанкипе тенӗ пекех ҫӳрет, анчах хӑйӗн хӗрӗх сакӑр тенкӗ шалӑвӗнчен кашни уйӑхрах ҫирӗм пиллӗкшерне хӑварса пырать. Охо-хо! Банкра унӑн икӗ пине яхӑн выртать ӗнтӗ, вӗсене вӑл ӳсмешкӗн тискерле пысӑк процентпа юлташӗсене вӑрттӑн парса тӑрать. — Урӑх нимӗншӗн те мар, юратнӑран кӑна, ӑнланатӑн-и, Лена, ӑна юратнӑран… Эпӗ пӗррехинче, ҫӗрле, лав ҫинче выртатӑп — аманнӑскер, сӑмса месерле, — ҫӑлтӑрсене сӑнатӑп. Эпӗ, ун патне пырса, нимӗн чӗнмесӗр лараттӑмччӗ — вӑл каламасӑрах пурне те пӗлетчӗ. Аван-и? — Сирӗн п-преосвященство яланах хӑйӗн т-тӗрӗслӗхпе хисеплӗ ҫын пулнӑ, — терӗ Пӑван ҫав тери хурланнӑ сассипе. Ҫӑрттан месерле мӗнле выртатчӗ, халӗ те ҫаплах пӗр хускалмасӑр выртать, тепӗр куҫне ҫеҫ хупнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ. Тӑварлӑ ҫӗр ҫурӑкӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе, ӗне, сурӑх ури йӗрӗсенчен пулнӑ тата вӗсемех хӑйсен кӑштӑркка чӗлхисемпе йӑлтӑртатса тӑмалла ҫуласа якатнӑ ҫаврашка тарӑн шӑтӑксем урлӑ сике-сике, Давыдов хулленрех кайрӗ. Ӗҫ акӑ мӗнре, юлташсем: эпир иксӗмӗр те ОГПУ крайри управленийӗнче ӗҫлекенсем, сирӗн пата пӗр ҫынна — политикӑлла усал тӑшмана, каварҫа, хаяр контрреволюционера — шыраса тупма килтӗмӗр. — Виҫӗмкун санпа тӗл пулнӑ пулсан, Федор Иванович, ӗмӗрлӗхех санӑн чуру пулнӑ пулӑттӑм, анчах халӗ пултараймастӑп, лайӑх мар… Гленарванпа Паганель пӗр ҫӳллӗ порфирлӑ скала ҫине хӑпарчӗҫ те, таврари мӗнпур горизонта куҫӗсемпе виҫме пуҫларӗҫ. — Вӑл пӗшкӗнет те вара платйине кӑштах йӑтать-и? — ыйтать Суламифь. — Мӗн пуласси пулать ӗнтӗ, — тенӗ пуп майри. — Анчах, пирӗн господин малалла Владимир Андреевич пулмасассӑн, питех те шел. Пӗлетӗн-и, Елена, эпӗ чирлесе ӳксенех тӑна ҫухатмарӑм, эпӗ хам вилӗм аллинче пулнине пӗлтӗм; пӑчӑхса, аташса выртнӑ чухне те хам пата вилӗм ҫывхарса килнине эпӗ ӑнлантӑм, сиссе выртрӑм; пурнӑҫпа та, санпа та, пуринпе те, шанчӑкпа та сывпуллашрӑм… Сасартӑк Уҫӑп хуллен те вирлӗн калама пуҫларӗ: — Эсир, ачасем, ҫавна нимне те ан ӗненӗр, эсир — ҫамрӑк, сирӗн нумай пуранмалла, хӑвӑр ӑса пухса пырӑр! — Мӗнле йӑпатма пултарӑп ӗнтӗ, — тавӑрчӗ асламӑшӗ. Ӑнран кайнӑ Петро вырӑнӗ ҫинче выртать, ҫӗнӗ хӑна килсе кӗнине те асӑрхамасть. Манӑн романтикӑлла шухӑшсенчи герой хӑйӗн пьедесталӗ ҫинчен анса кайрӗ, хам шухӑшлани йӑнӑш пулни курӑнчӗ. Палатӑра вара тӳрех темле шӑп та пушӑ пек пулса тӑчӗ. Акӑ эпир почта станцине те куратпӑр, ҫав таврашри сакльӑ тӑррисене асӑрхарӑмӑр, пирӗн умра хӑйӑ ҫутисем те тараватлӑн курӑнса кайрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах акӑ нӳрлӗ сивӗ сывлӑш та вӗрсе ячӗ, ту хушши кӗрлеме пуҫларӗ, унтан йӗпхӳ те пӗрӗхкелеме тытӑнчӗ. Сулланкаланӑ май чечек патнелле ҫыв-харса пычӗ; юлашкинчен вӑл ҫара урипе чечек ҫине пусрӗ, ӑна лайӑх авӑнакан пӳрнисемпе ярса тытрӗ, хӑрах уран сиксе кайрӗ те часах таҫта кӗтес хыҫнелле кӗрсе ҫухалчӗ. Шутласа кӑлармалли те ҫук, нимле вӗреннӗ ӑҫ-пуҫ та пӗлес ҫук ӑна! — Асту, ҫыру ҫырӑр, — терӗ вӑл тытӑнчӑк сассипе. Вӑл пӗрремӗш хут пӑруланӑ каскӑн ӗнене кӗтӗве хӑваласа пыма чупнӑ, анчах ватӑлла нумай лӑкӑштатса чупайман, чӑпӑрккине кӑкӑр ҫумне пӑчӑртаса, сасартӑк чарӑнса тӑнӑ та, хутланакан урисемпе пӗр вырӑнта тӑпӑртатса, сулланкаласа илнӗ, унтан, ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, аллинчи чӑпӑрккине ӳкерсе, ҫирӗп мар утӑмпа майӗпен каялла утнӑ. Ҫынсем тӗрексӗр тӑни ытла та палӑрса тӑрать, вӗсем фокус тунӑ пек пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле тапа-тапа сикнисем мана тӗлӗнтерсех яраҫҫӗ; эпӗ ҫав ӑнланса илме май ҫук тапа-тапа сикнисенчен тӗлӗнсе ывӑнма та пуҫланӑччӗ, вӗсем эпӗ ҫынсемпе пит интересленессине хуллен-хулленех сӳнтерсе пыратчӗҫ, эпӗ ҫынсене юратассине кансӗрлетчӗҫ. Джемма ура ҫине тӑчӗ те гранат йывӑҫӗн турачӗсене йӗркерен сиркелеме пуҫларӗ. Лаша юрттипе чупса пынӑ май, Давыдов тӗлӗрме пуҫларӗ, ҫак самантра вара ӑна сасартӑк Тубянскра крыльца ҫинче тӑракан мӑнтӑр хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вара вӑл, тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса, ыйхӑ тӗлӗшпе ҫапла шухӑшларӗ: «Ун ҫине мӗн чухлӗ ытлашши ҫупа какай ҫакса янӑ… Марья Васильевнӑна пытарма кӗтмен ҫӗртенех ҫав тери нумай халӑх пуҫтарӑнчӗ. Ман шухӑшӑмсене Савельич пӳлчӗ. Унтан ҫаврӑнса хӑй ҫулӗпе малалла утрӗ. Хӗрӗ, Авдотья Васильевна, апла мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ е, унран та ытларах, нимӗнпе те интересленмен сапаланчӑк тӑнлӑ, унӑн тата хӑйне пысӑка хурас йӑли пур; качча кайман чиперккесем яланах шӑп та лап ҫавнашкал пулаҫҫӗ. Ҫак латинла ҫырнӑ сӑмахсене малтан пуҫласа вӗҫне ҫитех вуласа тухма ӑна тата «темӗскер» ҫитейменччӗ, ҫав «темӗн» ҫитейменнине эпӗ ӑнсӑртран пӗлтӗм. Анчах, ҫӗр пин доллар Негоро аллине кӗрсе ӳксен, ӑна арӑмӗпе, ывӑлӗпе, Бенедикт пиччӗшпе пӗрле Казондерен пӗр чӑрмавсӑр тухса кайма ирӗк парӗҫ тесе кам шантарӗ? Янкель ҫакӑн пек тӳшек ҫинех урайне выртрӗ. * * * — Сирӗн преосвященство! Воропаев бокалран сыпа-сыпа калаҫать, чӗнмесӗр ларакан Чумандрин унӑн бокалне тултарсах пырать, Чумандринӑн пичӗ ҫинче телей палли ҫуталса вылянать. * * * Хӗвел тухнӑ ҫӗре Луиза йӗнер ҫинче пулнӑ. Вӑл маншӑн пин доллара ларӗ. — Пӗр пӗчӗк юмах каласа кӑтартӑп эп сана ку тӗлӗшпе… Унта ҫитме икӗ кунран ытла каймалла мар. Ҫавӑнпа та Айртон тепӗр каҫӗнче Виктори провинцийӗн чи хӗвеланӑҫӗнче ларакан Эппли хулинче ҫӗр каҫма шутларӗ. Летчиксем Аэромузее пуҫтарӑнсан (музей ун чухне пирӗн клуб пекки пулнӑ) кам ҫинчен калаҫнине те пӗлетпӗр эпир. Халӗ вӑл ун патне кашни кун ҫырчӗ. Анчах та унӑн темле полевой почта адресӗпе яракан ҫырӑвӗсем мӗне пӗлтернӗ-ха? Пур ӗҫ те лайӑх пулса пычӗ. Пурин кӑмӑлӗсем те ҫӗкленӳллӗ, пурте хамӑр ҫулӑн ҫуррине вӗҫленӗшӗн савӑнса пычӗҫ. Ют ача кӗсйинчен икӗ пысӑк пӑхӑр укҫа кӑларчӗ те, мӑшкӑлласа, Тома пама тӑчӗ. Разметнов хулпуҫҫисене ҫӗклерӗ те майӗпен аллисене сарса ячӗ. Дикӗ вара хӑвӑрт кӑна юханшыв ҫине, ун икӗ айккипе ӳсекен вӑрман ҫине пӑхса илчӗ. Океан пуш-пушах. Алӑк хыҫӗнче Марья Ивановнӑн кӑмӑллӑ ҫемҫе сасси илтӗнчӗ. Тата икӗ кунтан, майӑн 28-мӗшӗнче, лакони-ярмарка уҫӑлчӗ, унта Африкӑн варринчи облаҫӗсенчен чура сутуҫисем пухӑнчӗҫ, кӳршӗри провинцисенчен туземецсем нумаййӑн килчӗҫ. — Эсир ӑҫта илсе каятӑр-ха мана, Варя? — ыйтрӗ вӑл, чавси ҫине ҫӗкленсе. — Ну, Яшенька, — тетчӗ кил хуҫи арӑмӗ кӑмака кукринчен, — хӑҫан авланас тетӗн-ха? Пӗрремӗшӗ, эпир пӗр-пӗрне ӗмӗр туслӑ пулма юнпа тупа тумаллаччӗ. Мӗнле канаш парас-ха?» Арӑмӗ ун аскӑн пулнӑ. Вара Гусев тӑрса ларчӗ те — пуҫне тунсӑхлӑн ҫӗклерӗ. Эсӗ ухмаха ернӗ! Турӑ амӑшӗ потоп пулнӑ хыҫҫӑн нумай кайран ҫуралнӑ вӗт. Автобуссем аллея кукрине кӗрсе ҫухалчӗҫ. Эсӗ вуласа тухнӑ ҫӗре эпӗ калле таврӑнӑп. Кунта Корчагина халех ӗҫрен хӑтарассине никам та хирӗҫ пулмасть, анчах Корчагин хӑех комсомол окружкомӗн оргпай пуҫлӑхӗ Сбитнев отпускран таврӑниччен кӗтме килӗшет. — Унтан ҫапла хушса хучӗ: — Ҫапах та вӑл пире ку кашӑкпа нумай пулӑшрӗ, — хӑй пӗлмесӗрех, эпир те ӑна хӑйне пӗлтермесӗрех пулӑшӑпӑр: атя ҫак йӗкехӳре шӑтӑкӗсене пӑкӑласа хурар! Вӑл Сечра хӑйӗн унчченхи юлташӗсенчен кампа тӗл пуласси ҫинчен шухӑшланӑ. Эсӗ пур ҫавна — вашт! кӑна кӑмакана пеме пултаратӑн… Лар вара — мӗнле ҫуннине пӑхса… Ҫак вӑхӑтра вара эс хӑвна чӑн-чӑн владыка вырӑнне хурӑн… Джон Мангльс мӗн тума кирлисене каласа пачӗ те, матроссем пӑртак тӑрсанах вӗҫне ҫекӗл ҫыхнӑ тӗреклӗ каната, ҫекӗл ҫине сало татӑкӗ хурса, шыва пӑрахрӗҫ. Сывлӑш пӑчӑ, вӑл тем ырӑ мар пулассине систерет. Ҫамки ҫинчи карчӗсем те, кукшине ҫитиччен ҫӗкленсе, темӗнле тӗлӗнтермӗшле тӗрӗ ҫырӑвӗ ӳкернӗ. — Мӗнле тӑркалатӑр хӑвӑр полк командирӗ пур чухне? Вӑрман хӗрринче тӗмсем евӗр ҫӳллӗ курӑк ӳсет. — Саня, пирӗн питӗ нумай япаласем пирки калаҫмалла, — терӗ вӑл, ним кулмасӑр. Хамӑр вара пӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрланӑ, пӗр-пӗрне курайман кулатниксем пулнӑ; эпир пӗр-пӗрин пурнӑҫне наркӑмӑшласа пурӑннӑ тата ҫакна хамӑр асӑрхасшӑн мар тӑрӑшнӑ. — Вӗренме пултарнӑ пирки эсир полици майлӑ шутлатӑр пулас. Университетри профессорсем вӑл сӑмаха кӑшт урӑхларах ӑнланаҫҫӗ. Эпӗ хам та, чӑннипе, мухмӑрла нихӑҫан та ирхине апат ҫиместӗп. Чӑрмаланнӑ аллисем юнланнӑ пулсан та вӗсем пурпӗрех чаваҫҫӗ. Ҫур сехет ӗҫленӗ хыҫҫӑн храм айӗнчи ҫӗре ҫур чалӑш чаваларӗҫ. Тул енчен илтӗнекен сасӑ тӑрӑх чавалакан шӑтӑксен хушши ҫӳхелсе пыни палӑрчӗ. Анчах та старик ун ҫине ахалех кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Вӑл хитре пуҫне пӗксе, нимӗҫ журналне вулать, хушӑран сӑмси ҫинчи пысӑк куҫлӑхне тӗке-тӗке илет. — Мӗн чухлӗ тӑрать? — ыйтрӗ художник. Урасем ҫумӑрпа йӗпенессе йӗпенчӗҫ-ха та, тем мар, пырать вӑл та… Сехри хӑпнипе унӑн ӳтӗнчи кашни мускулӗ вӑйсӑрланса кайнӑ, хӑйне хӑй вӑл ҫапла каланӑ: «Каялла, ҫӑлкуҫ шывӗ патне, таврӑнма вӑй ҫитет пулсан, эпӗ вара ҫавӑнтах юлатӑп, урӑх ҫӗре ниҫта та каймастӑп, ҫав Джо индеецпа каллех тел пулас марччӗ», — тенӗ. Юлашкинчен, полицейски сӑмах хушнӑ. — Апла калама кирлӗ мар… Сан пек пуп ывӑлӗн ӗҫӗ мар вӑл ыйтса тӗпчесси. Галилей ҫапах та Ҫӗр тата тӳпери ҫутӑсем ҫинчен чӑнлӑха ҫирӗплетсе вӑрттӑн сочиненисем ҫырнӑ. Малтан амӑшӗ кубиксемпе мӗнле те пулин сӑмах ҫырчӗ, унтан, кубиксене пӑтраштарса, ҫав сӑмахах Джека ҫырма хушрӗ. Ак халь ӗнтӗ вӑл та хӑйӗн ӗҫне турӗ, вӑл та ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере хӑйӗн кун-ҫулне ним усӑсӑрах пурӑнса ирттермен, кун ҫинчен ӑна ҫак залра ларакан халӑх ушкӑнӗ ҫийӗн кӗрлесе тӑракан вӑйлӑ та ҫав тери хӑватлӑ сасӑсем хӑйсемех калаҫҫӗ… — Кирек те мӗн тӑвӑр мана, манӑн нимӗн те ҫук, ӳт-пӗвӗмре чунӑм ҫеҫ тытӑнса тӑрать, — татса каларӗ старик. Сӗвек стенана ҫӑлтӑрсем ҫутатаҫҫӗ, вӗсен кӑвакрах хӗлхемӗсем кантӑк хуралӑхӗнче ҫиҫеҫҫӗ. — А пырасса вара мӗнле! — терӗ Лукашка, лашине мӑйӗнчен лӑпкаса. Трусов мана роман вӗҫӗнче — вулакан кӗтмен ҫӗртен — ырӑ кӑмӑллӑ геройсем пулса тӑракан «усал ҫынсенчен» пӗри пулнӑ пек туйӑнатчӗ. Артамонова Горицветов та начар мар, ухмахла мар калаҫнӑ пек туйӑннӑ. — Ҫитӗ, мучи! Темиҫе минут хушшинче лашасем кӳлӗнсе те тӑчӗҫ; ашшӗпе ывӑлӗ коляска ҫине вырнаҫса ларчӗҫ. Хӑш чухне шутлатӑп вара, вӑл ҫылӑх пур ман: канас, пӑртак вай пухас тетӗп. Ҫырӑвӗнче ҫапла ҫырнӑччӗ: «Асӑрханӑр. Ку ҫеҫ те мар, хумсен юххи яхта чуппинчен иртсе кайни те пулкалать. вара хумсем яхтӑн хӳри ҫине тӗшӗрӗлсе анса сӑмса урлах каҫса каяҫҫӗ. Грушницкий ман ҫине кӑмӑлсӑр пӑхса илчӗ. Эленпа Мэри хӑйсене ҫул ҫинче кирлӗ пулакан япаласене хатӗрлеҫҫӗ. — Пурпӗрех никам та ӑнланмасть. Вӑл эпир ӑна ҫийӗнчех асӑрханине ӑнкарса илчӗ, ахӑр, темскер мӑкӑртаткаласа кахаллӑнтарах кӑна кулса, пирӗн пата пырса тӑчӗ. — Ман сӑмахсене аван йышӑнчӗ. — Мӗншӗн сана пит кураймасть-ха вӑл, тусӑм? Амӑшӗ, ҫав пӗлӗтсем ҫине пӑхса, хӑй чӗрине хӑй итлесе ларчӗ. Тата пирӗн килте пысӑк улшӑну. — Ну, пурӑннӑ, тет, мужиксем… Пӗррехинче, ял Советне кӗрсен, Давыдов унран ҫапла ыйтрӗ: — Сан таврара мӗн пӑшал сасси янӑрать унта? Ӗҫсем ҫавӑн пек килсе тухнинчен тӗлӗнмесӗр тӑма пултараймарӑм эпӗ: пӗр ҫапкаланчӑка хамӑн ача чухнехи тӑлӑпа пани мӑйкӑҫран ҫӑлса хӑварчӗ, постоялӑй дворсенче ҫапкаланса ҫӳрекен ӳсӗр ҫын халӗ ӗнтӗ крепӑҫсене тытса илсе государствӑна кисрентерет. Акӑ пӗр хӗр тата икӗ каччӑ пулчӗҫ те ӗнтӗ, — хушса хучӗ вӑл, аллипе ман питрен сӗртӗннӗ май Валахина госпожа еннелле ҫаврӑнса. Вара шывсем, хӑвӑртран хӑвӑрт юхса, шурлӑхалла шӑнкӑртатса анчӗҫ. Ку вӑл акӑ мӗне пӗлтерет: улпутсенчен нумай илейместӗн, вӗсем пӗтӗмпех хӑйсем ҫисе яраҫҫӗ. — Пӗррехинче эпӗ хамӑн тахҫанхи тусӑма курсаттӑм, вӑл халь Римра торгпредствӑра ӗҫлет, — терӗ вӑл. Пысӑк кӗлеткеллӗ ҫын алӑк янаххи ҫумне тайӑнса тӑчӗ. Хӑш-пӗр ҫынсемшӗн хӑйсене пӗр шеллемесӗр пӗтересси — ырӑ ӗҫ пулас». Пӑшал ҫине пӑхса илтӗм те, вӑл пеме хатӗр пулнине пӗлтӗм; пичче ҫакна асӑрхаса ку ӗҫе ырларӗ. Параппан ҫапни Паула Меноттине аса илтерчӗ. — «Мӗнле майпа?» — ыйтнӑ ҫамрӑк принц. Пӗлменни начар вӑл, анчах сана ку инкекре пулӑшма пултаратӑп: тӑхӑр мӑшӑр вӗсем сирӗн, вунӑ ҫулхисем те унран ватӑраххисем. Чир-чӗртен сыватма май пур теҫҫӗ. Артур ун патне ҫывӑхарах пырса тӑчӗ. Ҫынсем ун ҫине вӑл хӑйне мӗнле тыткаланине кӑмӑллӑн чӗререн ырласа пӑхса ларнӑ; — Пултараймастпӑр. Шурочка… Йывӑррӑн сывласа, васкавлӑн, малалла шума тытӑнчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл хӑй хӗвелтухӑҫнелле, юлашки эрнесенче ҫитме ӗмӗтленнӗ ҫӗре ҫитессе шанса шӑвать. — Задекӑна тиркетӗн пулсан, эп сана тепӗр ӑрӑм кӑтартам, вӑл вара Задека каланинчен темиҫе хут тӗрӗсрех. — Ҫавӑнтах вара, стена ҫумнелле тайӑнса кайса, трубкӑна лӑштӑр! пӑрахрӗ те, хуллен ҫеҫ пӑшӑлтатса илчӗ: — Эй, таса турӑ амӑшӗ, вӗсем-ҫке! Эпӗ кунтан часах тухса каятӑп. — Манӑн сӑн-питӗме те манса кайӑн, акӑ мӗнле чӑрмантарӑп эпӗ сана! — тавӑрчӗ Василий Иванович. Суранӗсем пур унӑн тата революцилле ӗҫсем тунӑшӑн ӑна награда та панӑ — кӗмӗл сехет илнӗ вӑл. — Ну, юрӗ эппин, правило тӑрӑх Джимӑн пусма пулмалла пулсан, ан тив, пултӑр, ара, — тетӗп, — эпӗ правилӑна пачах хирӗҫлесшӗн мар. Медицина енӗпе вӗреннӗ вӑл, Чернигов кӗпӗрнинче земствӑра тухтӑрта ӗҫлет… Алексей ташласа ҫӗнтерчӗ, Барскисен ывӑлӗ, сулкаланса, алӑк патнелле утрӗ, Илья Баймаковӑна аллинчен карт! туртрӗ те ташлама тухма хушрӗ: — Ну-ка, тӑхлача, тух-ха! Атте аннеҫӗмрен темен ыйтма кайнӑ та ун умӗнче макӑрсах янӑ, теҫҫӗ! Ҫав хушӑрах ман кунтан тухса каяс вӑхӑт та ҫывхарсах пычӗ. — Вилчӗ-и? — майӗпен ыйтрӗ полковник. Унӑн ырӑ чунӗ татӑлса асапланчӗ. Эпир виҫҫӗн революцие ертсе пыракансем пулатпӑр. Ҫак чухӑн та чир-чӗрпе начарланнӑ, пысӑк кӑвак куҫлӑ хӗр ҫине нумайӑшӗ хӗрхенсе пӑхрӗҫ. — Ухмах! Графпа шевалье пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. — Пиллӗкмӗш тата — Татаринов капитаншӑн, — кулмасӑр каларӗ судья. Эсир, тен, унта кам пурӑннине те пӗлетӗр пулӗ? Вара вӗсем ман пата чупса пычӗҫ те, манран питрех Дианка сиксе тухнинчен тӗлӗнсе кайнӑ йыттисене йыхӑрса илчӗҫ. Пичче ҫав тарӑн шӑтӑкӑн чӑнкӑ стенисене курсан, хавасланнипе чӑтаймасӑр аллисене ҫупа пуҫларӗ: — Ку ҫулпа эпир инҫе анса кайма пултаратпӑр, ҫитменнине чул тӗмескесем пусма картлашкисем пекех тухса тӑнипе анма та ҫӑмӑл пулӗ! — терӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем Конституцие мӗнле те пулин ытларах саккунсем чиксе хурасшӑн, Конституцие саккунсен пуххи (свочӗ) евӗрлӗ туса яма туртаҫҫӗ. Турӑшӑн мар пурӑнаҫҫӗ вӗсем — вӗсен турри ҫук, вӗсем унӑн ятне суйса ҫеҫ асӑнаҫҫӗ, епле те пулин ухмахсен кӑмӑлне ҫемҫетес тесе, ухмахсем шелленине пула, мӗнпе те пулин хырӑма тултарас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Николай унӑн чӗринче пӗрмаях ӑшӑ туйӑм ҫуратать, анчах Софья пачах урӑхла. Вӑл халӗ инҫе-ха, анчах вӗсен хушши чаксах пырать. Кунтан тухса кайма сылтӑма та, сулахая та, ҫӳлелле те, аялалла та, — ниҫталла та ҫул пулмарӗ. — Ку, анне, сирӗн иксӗрӗн ӗҫӗр, — терӗ вӑл, ырхан хулпуҫҫийӗсене ҫилӗллӗн сиктеркелесе. — Халь эпӗ дуэлист мар, тухтӑр — пуринчен малтан манӑн сирӗн сурана пӑхмалла. Хыҫалалла уртӑнса тӑракан лайӑх тумтирлӗ тарҫӑ вӗсене унтах тӗрлӗ ӗҫмӗ-ҫиме пыра-пыра парать. Эпӗ пырса ҫитеймесен, тӳрех ҫав карта ӑшнелле чуптарӑр, лаша ҫинчен анӑр та картана кӗмелли алӑка вӗрлӗксемпе картласа лартӑр. Пӗлӗт майӗпен ҫуталса пычӗ; эпӗ вӑрмана кӗтӗм те ирхи апат умӗн ҫывӑрса илес тесе выртрӑм. Апла пулсан та, васкарах утсан, эпӗ вӗсене хуса ҫитетӗп. Кил кунта, Карлито, — терӗ вӑл лашине, ҫав вӑхӑтрах темле ӑрасна майлӑ шӑхӑрса ячӗ. Вӑл аллисемпе сулкаласа, ӑна хӑйпе кӗрешме чӗннӗ пек кӑшкӑрса, калаҫса пырать:— Акӑ ӗнтӗ улӑп, эпӗ ӑна кӗрешсе ҫӗнтерме пултаратӑпах, — тет. — Васильевна. — Ҫапӑҫнӑ ҫӗре хӗҫпӑшалсӑррисен хӑйсен сӑмсине чикмелле мар. Эпӗ, амӑшӗ ҫинчен аса илмесӗр, ӑна йӑпатма тытӑнтӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иманус факела урайне пӑрахса каллех пистолетне алла илчӗ; факел урайӗнче ҫунса выртрӗ. «Эпӗ Энска юрататӑп. Ҫав ансӑр ҫулпа хӗсӗнкелесе, эпир пӳлӗм евӗрлӗ хӑвӑла, питӗ нӳрӗ те сивӗскерне, кӗрсе тӑтӑмӑр. Хула тӗлӗнче ҫӳлелле хӑпарса тӑракан Кардиф тӑвӗ ешӗллӗн курӑнать. Вӑл ту, хуларан пӑхсан, пур тӗлтен те питех те тӗлӗнмелле те чаплӑ вырӑн пек туйӑнать. Вӗсем ачасене мана памарӗҫ. Вара пур пек козаксем пурте пӑр-пӗрне чуптуса тухрӗҫ. Каярахпа вӗсем те сӳнчӗҫ. Давыдов, тен, унран вӑйлӑрах та, анчах Нестеренко вӑрт-вартлӑхӗпе илтерет. — Шӑп ҫавӑн пеккисене шыратӑп та. Питех те тӗрӗс пулать эс пирӗнпе кӑштах ларсассӑн. Васкаса эпӗ ӑна ӑнлантарса патӑм: — Эпӗ ку урамра пурӑнмастӑп, курмашкӑн ҫеҫ хӑш чухне килкелетӗп, — терӗм. Кунта кӗлмӗҫсен анчах пурӑнмалла… Пурте ӑна кахал тесе шутлатчӗҫ, мана вӑл хӑйӗн топка умӗнчи йывӑр ӗҫне, тамӑкри пек пӑчӑ та шӑршлӑ шӑрӑхра, ыттисем пекех, тӳрӗ кӑмӑлпа тунӑ пек туйӑнатчӗ, анчах ытти кочегарсем пек вӑл: «Ывӑнтӑм!» тесе ҫӳренисене эпӗ астумастӑп. Пӗр ырӑ каҫхине театрта Майданова куртӑм. Квартальный ун ҫинелле пӑхрӗ те, усала систернӗ пек, тӑсса каларӗ: — Э-э, сывӑн-ха, улпутҫӑм! — терӗ. — Лайӑхскер-и? Хайхи вӑй каллех ӑна шыв тӗпне ҫитсе сивӗ тӗлте тӑма памарӗ, ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартрӗ, вӑл вара; шывран сиксе тухрӗ те тарӑннӑн-тарӑннӑн сывласа ячӗ, кӑкӑрӗнче кӑна мар, ӑшӗнче те ҫавӑн хыҫҫӑн ирӗклӗ те уҫӑ пулса тӑчӗ. — Эпӗ мӗн тӑвайӑп-ха вара? Унӑн тураса та выртман ҫӗлӗк пек купаланса тӑракан ҫӳҫӗ хӗвелпе пиҫнӗ питне ҫавӑрса илнӗ. Тепӗр темиҫе минутран Муани-Лунгӑпа ун министрӗн чунӗ тухрӗ, анчах вилли ҫунма чарӑнмарӗ-ха. Хута кӗрес тенӗ пек туйӑм пур хӗрарӑмсене те ҫав тери ҫӑмӑллӑн парӑнтараканин унӑн пиҫӗхсе ҫитмен чӗрине кӗрсе кайрӗ. Упа пирӗн паталла пыра пуҫларӗ. Ун хыҫҫӑн Киш нимӗн хӑрамасӑр утса пычӗ. Хутора пырса кӗрсен, хирӗҫ пулнӑ хӗрарӑмран ҫапла ыйтрӗ: — А ну, кала-ха, инке, сирӗн Яков Островнов хӑш тӗлте пурӑнать кунта? Тетка ури айне пулнӑ аҫа кушак хуллен сасӑ панӑ, анчах ҫав вӑхӑтра кӗрӗк уҫӑлнӑ та хуҫи «хоп!» тенӗ. Вара Федор Тимофеичпа Тетка урайне сиксе аннӑ. — Ырӑ господинӑмӑр, каласа парар-ха сире… — пуҫларӗ мучи йӑвашшӑн. — Ну! Парта хушшинче Фомапа ҫуммӑн ларакансенчен пӗри, — лара-тӑра пӗлмен пӗчӗкҫеҫҫӗ ача, хуп-хура йӑлтӑркка шӑши куҫлӑскер, — сиксе тӑнӑ та, партӑсен хушшипе ӑҫта килчӗ унта тӗкӗнсе, пуҫне вӑр-вар вылятса, мала тухнӑ. Супӑнь сӗнетӗп, — ҫук, теҫҫӗ, эпир тӑхтатпӑр, тен пире вырӑс супӑнӗ парӗҫ. Чӗрӗ резина сӗнетӗн, ку ӗнтӗ большевиксен ҫук, вӗсем каллех хӑйсеннех ҫаптараҫҫӗ: кӗтсе пӑхӑпӑр, тен вырӑссем резина парса пулӑшӗҫ… Фелимӗ тӗлӗнмелле япаласем пирки хӑй пит тӗлӗннине вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе сасӑпа пӗлтерсе ҫеҫ ларнӑ. — Куратӑн-и ав? — хӑй сӑмахне калама васкарӗ Умрихин. Теттӗм пулса ҫитнӗ ҫӗрелле чи кирлӗ ӗҫсене пурне те туса ҫитерчӗҫ. Руссо исповечӗн мӗн тесен те ҫитменлӗхӗ пур: вӑл ӑна хӑйӗн тусӗсене вуласа панӑ. Вӗсем ӑна кӗтсе лараҫҫӗ пулас. Ку хутсем ҫинчен эпир ҫеҫ мар пӗлетпӗр. Ӗнтӗ станицӑна пӗтӗмпех каҫ хупласа илчӗ. Тӗттӗм тӳпе ҫине ҫутӑ ҫӑлтӑрсем тухса тулчӗҫ. Эпӗ хамӑн тӑван ҫӗршывра виҫӗ уйӑх ҫеҫ пурӑнтӑм. Вуланӑ чух эпӗ хам сывӑрах, вӑйлӑрах пулнине туяттӑм, ӑнӑҫлӑрах та лайӑхрах ӗҫлеттӗм, манӑн ӗмӗт пурччӗ: мӗн чул хӑвӑртрах пӗтеретӗп, вуламашкӑн вӑхӑт ҫавӑн чул нумайтарах юлатчӗ. Кунсӑр пуҫне… анчах ку хамӑр хушшӑмӑрта ҫеҫ пултӑр… чӗлӗм те туртать. Ӑна ашшӗ е пиччӗшӗсем ҫавӑн пек — Маша, тесе йӗннине астумастӑп эпӗ. — Петр Федорович государе присяга пар, — терӗ ӑна Пугачев. — Чӑн, кайма вӑхӑт, — лӑпкӑн каланӑ Ухтищева хӗрлӗ ҫӳҫлӗ дама. Ҫак сценӑна аса илсенех манӑн пуҫӑм ҫаврӑнма тытӑнать. Пар ӑна ответ — мӗнле пурӑнмалла? Ӑнлантӑр-и эпӗ сире мӗн каланине? Кӑвак кӗпеллӗ ҫын енне ҫаврӑнса ан пӑхӑр, вӑл хӑрушӑ этем… Эпӗ питӗ ҫиленсе кайрӑм, тутасем чӗтрерӗҫ, сывлӑш пӳлӗнчӗ. Ҫав тери юрататчӗ вӗт-ха вӑл Оксанӑна! пуринчен те ытларах чӑтса ирттеретчӗ вӑл кутӑнланнине. Пирӗн уретник те «илме» кӑмӑл тумарӗ-тӗк, ӗҫ-пуҫ кунта чӑннипех те питӗ кӑткӑс. Икӗ кун хушши вӑл иртен пуҫласа каҫчен лаҫран тухмасӑр ӗҫлерӗ. Урасӑр ҫыншӑн утасси те ҫӑмӑл ӗҫ мар. — Кам шуйттанӗ кулать? — терӗ салтак, мана сиввӗн пӑхса. Калаҫасса вӑл куҫӗсене хӗссе, кӑмака патӗнчи урайӗ ҫӗрсе кайнӑ таса мар кухньӑри тӗттӗмлӗхре теме курма тӑрӑшнӑ пек пӑхса, калаҫса ларчӗ. Ҫав тӗпсӗр икӗ ҫырмаран хӑшин патне илсе пынӑ ӑна унӑн тивӗҫӗ? Ромашов, ним тума пӗлеймесӗр, пӗр хушӑ шоссе ҫинчех тӑчӗ-ха. Мӗнле-ха, капла, ҫав пур-ҫук утӑшӑнах прокурор патне жалобӑпа каймалла-и? Лешсем, ҫерҫисем пек, пӑр! саланчӗҫ, анчах пӗр минут пек иртсен, каллех пӗр ушкӑна кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Ҫапах та Уэлдон миссис ҫакна асӑрхарӗ. Кванзӑран Казондене ҫитиччен унпа хӑйсене аван тыткаларӗҫ, Алвиш факторийӗнче те ку енчен улшӑну пулас пек туйӑнмарӗ. — Ну, шуйттан, иш лайӑхрах!.. — Актриса! — Раиса патне ҫывӑхах пӗшкӗнсе, хӑйӑлчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ Ромашов. Хура сӑн-питлӗ ырханкка арҫын ача, шалпар йӗм тӑхӑннӑскер, чӗтре-чӗтрӗ вырӑн ҫинчен анать, вӑрттӑнах тула тухса каять. Казаксем, ӑна ҫул парас тесе, ирӗксӗрех сирӗлсе тӑчӗҫ. — Вӑрӑ-хурахсене хӳме урлӑ каҫма май тивсен, вӗсем кирек хӑш хӳтӗлемен бойницӑсене тытса илсен, вара пире хамӑрӑн крепостьрех, йӗке-хӳресене персе тӑкнӑ пек, персе пӑрахма пултарӗҫ, — терӗ вӑл. Серёжӑпа тӗттӗмре тӗл пулчӗҫ, пӗр-пӗрин аллине хытӑ чӑмӑртарӗҫ. Ну, кӑна вӑл каламасан та юрӗччӗ; вӑл пӑхӑр япаласем тасатас, урайсем, ача кипкисем ҫӑвас пулсан, ун аллисем те манӑннинчен лайӑхрах пулас ҫукчӗ пулӗ тетӗп. — Лайӑх мар хыпар, аннеҫӗм! Вӑл сана вуҫех те кирлӗ мар… Эпӗ хурала тӑтӑм, Джим выртрӗ те хуп турттара пуҫларӗ. Ҫумӑр иртсе кайрӗ. Ҫыранри пӗчӗк пӳртсенче пӗрремӗш ҫутӑсем курӑнсанах, эпӗ Джима вӑратрӑм, эпир кун каҫма сулла улах вырӑна кӗртсе пытартӑмӑр. Вутӑ шаршанӗ патӗнче хамӑн Джека тӗл пултӑм та:— Мӗскер пулнӑ, ара? — тесе ыйтатӑп. Анчах та эсир ытлашши кӗтсех ан тӑрӑр…» Эпӗ хам ята ҫаптарнӑ карточка ҫине пӗр виҫ-тӑватӑ сӑмах ҫыртӑм. Ленинградра эпӗ пӗр ватӑ летчикпе, ҫурҫӗрте ӗҫлекенскерпе, паллашрӑм, Ватӑла-киле ҫурҫӗрте вӗҫме йывӑр иккен ӑна. Площадьре аслати евӗр кӗмсӗртетни, шаккани илтӗнсе кайрӗ. Вӑл хытӑ пусса, шанчӑклӑн, ӗлӗкхи пекех матросла тайкаланарах утать, анчах унӑн уттине пӗлекенсенчен кам та пулин курнӑ пулсан — ҫав утӑра вӑл тем ҫӗннине асӑрханӑ пулӗччӗ… Насуссем пурте юсавлӑччӗ. — Манӑн каламалли нимӗн те ҫук… Хӑвӑрӑннисене ҫаплах кала! — тенӗ. Эпӗ вӗсем хӗрарӑмсене тӑшманла пӑхнине сисеттӗм, анчах арҫынсем хӑйсен ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен калаҫни хыҫӗнче яланах тенӗ пек мухтаннипе пӗрле тата тем янтӑратчӗ, вӑл вара мана ҫав каласа кӑтартнисенче мухтанни тата шухӑшласа кӑларни чӑннинчен ытларах тесе шутлама май паратчӗ. Огнянов вӗтлӗхрен тухса ун патнелле ҫывхарчӗ те:— Ырӑ каҫ сунатӑп, Ненчо бай! — терӗ. «Мӗншӗн?» — тесе ыйтнӑ Алексей. Хамӑн урасем ҫӗр ҫине пырса тӗкӗннишӗн эпӗ ҫав териех савӑнтӑм. Эсӗ мана служить тӑватӑн, эпӗ те сана пӑрахмастӑп, — тенӗ. — Эс ӑҫта каясшӑн? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ игумен. Татьяна, йывӑр ҫын пулнӑскер, питӗ шыҫса кайнӑ, тутисене мӑнаҫлӑн тӑсса лартнӑ, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн пӗр харӑсах виҫӗ кӗнеке вуласа выртнӑ, унтан уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ, упӑшки унпа юнашар пӗчӗк йытӑ пек лӑпӑстатса пынӑ. Халӗ мӗн кирлӗ-ха мана — ҫав негр тейӗпӗр, е арбуз, е кӗнеке; катмакпа хӑвӑртрах пулать пулсан, вӑл негра эпӗ катмакпа чавса кӑларатӑп, арбузне те, вырсарни шкулӗнчи кӗнекене те… санӑн авторитетусем кирек мӗн шутлаччӑр, вӗсем маншӑн йӗкехӳре виллине те тӑмаҫҫӗ. Вӗлерӳ тӗлӗшӗпе шырасси ҫӗрӗпех пынӑ, никам та халь каялла тавӑрӑнман-ха. — Эпир ӑна стационара ӑсатасса ӑсатрӑмӑр та, каярах юлтӑмӑр ҫав, вилсе кайрӗ вӑл… Главсевморпутьпе гражданла сывлӑш флотӗнче мана ырӑ кӑмӑлпа йышӑнчӗҫ. Манӑн алӑра сехет пур. Тӗттӗм ҫӗрте нимӗн те курайманнипе тата ӑнланманнипе, Тетка тата ытларах хӑракан пулнӑ та вӑрҫса илнӗ: — Хрррр… Артём ҫамкине ҫӗлӗкӗпе сӑтӑрчӗ те ассӑн сывласа ячӗ. Ҫитменнине вӗсем пурте шутсӑр хӑравҫӑсем. Килнӗ ҫын, йӑл кулнӑ май тутисене пӗркелентерсе, пашлӑкне хыврӗ. Иван Иваныч ӑҫта? Ҫара пуҫӑн, килте тӗртсе тунӑ пустав сӑхманне йӳле ярса, нумайччен пӗр хускалмасӑр тӑчӗ… — Кӑкӑр шӑммине амантнӑ… Одинцова икӗ аллине те малалла тӑсрӗ, Базаров. ҫамкипе чӳрече кантӑкӗ ҫумне таянчӗ. Пӗр минут та сая ярса тӑмасӑр вӑл тӳрех мистер Бенток пурӑнакан ҫурт патнелле уттарчӗ. Британи консулӗ вӗсене питӗ тараватлӑ йышӑнчӗ, Грант капитанӑн историне пӗлсенех ун ҫинчен тӗрлӗрен хыпарсем пуҫтарма каларӗ. — Ну мӗнле, парадлӑ-и? Мӗнпе вӗҫленнӗ тетӗр ҫакӑ, пӗлессӗр килет-и? Вара ҫул та, Терекӗн аякра курӑнакан йӗрӗ те, станицӑсем те, халӑх та — ҫаксем пурте уншӑн халь ӗнтӗ ҫӑвар вылятса каламалли япаласем мар пек туйӑнаҫҫӗ. Ҫак ӗҫе вӑл Джим патне апат йӑтакан негр урлӑ (негрӗ вӑл Нат ятлӑ) тумалла тет. Тӑшмана тӗппипех ҫӗнтернӗ. «Пурте килӗшетпӗр!» кӑшкӑрнӑ халӑх, ку сасӑпа вара пӗтӗм хир чылайччен янӑраса тӑнӑ. Анчах та вӑл, ответ панӑ пекех, харлаттарма пуҫларӗ. Эпӗ шалтах тӗлӗнсе кайрӑм. — Кун пек япаласем ҫинчен малтанах калаҫас пулать, хӗрӗм, — ответлерӗ ӑна Леноре фрау ҫав чӗлхепех. Анне вара йӑлтах ҫиленсе ҫитет. — Ман ҫинчен, — шухӑшланӑ вӑл. — Сирӗншӗн пулсан тӗлӗнмелле пек те пулса тухать пуль-ха, — терӗм эпӗ, — вӑрҫӑ пынӑ вӑхӑтрах сире вӑтӑр ҫул ӗлӗк пулса иртнӗ экспедици ҫинчен каласа парасшӑн эпӗ. Ҫак ирсӗр ҫил-тӑман пире татах та мӗн те пулин тӑвасшӑн пулнӑ пек ҫаврӑнса тӑнине пӑхмасӑр, самолет сывлӑшра ҫакӑнса тӑнине пӑхмасӑр, эпӗ ҫав ту хушшисенчен тухса кайрӑм-кайрӑмах. Пӗччен ҫырмарӑм ҫавна эпӗ. Карттӑсем ҫакса тухнӑ чух эп ҫаврӑнса пӑхрӑм та, ӑна пӗрремӗш ретре Кораблевран аякра та мар ларнине куртӑм. Хут таткине вуланине никам курмалла мар вырнаҫса ларатӑп. Эпир вӗт сана тахҫанах вилнӗ тесе шутланӑ. Ах, хӑямат, мӗн ҫинчен каланине мансах кайрӑм!.. Эсӗр ман Дуньӑна пӗлеттӗрччӗ апла? — тесе пуҫларӗ вӑл. — Эсир чӗрӗ, эсир аманман! — терӗ вӑл темиҫе хут та. Хырӑм питӗ выҫрӗ; хӑрасса хӑрамарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен пӗлетӗп-ҫке, тӑлӑх арӑмпа ватӑ хуҫа майри ирхи апат хыҫҫӑн тӳрех кӗлӗ ҫуртне каяҫҫӗ те кунӗпех унта пулаҫҫӗ, ман пирки: «Ку ирхине ирех ӗне кӗтӗвӗ пӑхма кайнӑ», — тесе шутлаҫҫӗ; каҫхине тӗттӗм пулсан тин эпӗ ҫуккине тавҫӑрса илеҫҫӗ. Вӗсене иккӗшне те хӗвел пӗҫертет. Ҫитменнине тата, хӗрача суккӑрпа пӗрле пулнинче хӑйне евӗр аван енӗ те пурччӗ: вӑл унӑн ӑс-тӑнне ӗҫлеме уйрӑмах кӑмӑллӑ хавхалантару парса тӑратчӗ. Пӗтӗмпе чӑнах та сакӑр карап пулнӑ иккен, вӗсем ҫапӑҫма йӗркеленсе тӑнӑ. Вӗсен кӳлеписем шыв ҫийӗн уҫҫӑнах палӑраҫҫӗ. Атте вилнӗ кунтанпа пуҫланчӗ те манӑн ҫавӑ. Лӑштӑрах лартӑмӑр эпир, хуҫан аллисем вӗҫерӗнчӗҫ… Эпӗ санӑн чи малтанхи куҫҫуль тумламӗсене, чи малтанхи хут хамӑн алла чуптунӑ чух юлнӑ куҫҫуль тумламӗсене аса илтӗм. Вӑл упа кӳлепи ҫинчен вӑраххӑн тӑчӗ. Вӑл хаҫатра пулас спектакльсем ҫинчен калакан пӗлтерӗве вулама пуҫне пӗкрӗ; унта хитре актриса ятне вуласанах йӑл кулса яма хатӗр пулчӗ, кӗсйинче кӑвак ассигнаци пуррипе ҫуккине те хыпашласа пӑхрӗ, мӗншӗн тесен, Ковалев шучӗпе, штаб-офицерсем театрта креслӑра лармалла; анчах, сӑмса ҫинчен шухӑшласа илсенех, унӑн кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ. Сасӑсем уҫланкӑран илтӗнсе килнӗ; «Эсӗ мана паллаймарӑн-и, граф?» — терӗ вӑл чӗтрекен сасӑпа. — Ӗнер… — кулӑ пӗрӗхтерсе кӑларчӗ сасартӑк Лбов. Чи усал кулак вӑл, эсир ҫав ҫӗлене хӗвре ӑшӑтса усратӑр… Мэрипе Роберт Элен аллисене тытса чуптурӗҫ. Анчах эпир Павӑлпа иксӗмӗр пӗтӗмпех пылчӑк та хурт-кӑпшанкӑ тавраш ҫисе пӗтернӗ, вилекен Давидова ҫуса тасатсан, пирӗнтен кулма тапратрӗҫ, хӑйсем ҫинчен кӗписене хывса, пире унта шырама сӗнетчӗҫ, мунча кӳртекенсем тетчӗҫ пире, тата эпир темскер намӑс та пит кулӑшла япала тунӑ пек, ҫав тери мӑшкӑласа кулатчӗҫ. Чи малтан Нагульнов, унтан эсӗ, сирӗнпе пӗрле эпӗ те. Мӗн турӗш-ши шавна? Унӑн йывӑрланнӑ пуҫӗнче шухӑшсем пӑтранчӗҫ, типӗ ҫӑварӗнче хайхи тимӗр шӑрши ҫаплах киревсӗррӗн сисӗнсе тӑчӗ. — Апла эппин, тамаша ҫав, — терӗм эп. — Ку таврари ҫӗршыва эпӗ лайӑх пӗлетӗп-ха, мухтав турра, каялла та, малалла та, ҫуран та, утпа та нумай ҫӳренӗ. — Ия, Том, сансӑр пуҫне эпӗ никама та юратмӑп, урӑх никама та качча каймӑп. Курӑк сӑмса айӗнчех: куҫна чалӑртса, тавралӑха пӑхма йӑлӑхтарса ҫитерчӗ-тӗк, пӗр-пӗр мӑн хырӑмлӑ кӑпшанкӑ курӑк ҫийӗн мӗнле шунине е кӑткӑ мӗшӗлтетнине пӑхса вырт. — Ҫапла, ҫапла, эпӗ ӑнланатӑп, — хавассӑн та ӑшшӑн кулкаласа, пуҫне сӗлте-сӗлте илчӗ Назанский. — Килӗшетӗп, — терӗ те Симурден, шуралнӑҫемӗн шурала пуҫларӗ. Каҫ пулсан, эпӗ хам ҫурта аран упаленсе кӗтӗм те урайне ҫара ҫӗрех выртса ҫывӑртӑм. Ҫапла ик эрнене яхӑн, император ятарласа приказ парса мана тӳшекпе ытти ҫывӑрмалли хатӗрсем тутарса паричченех ҫывӑрса пурӑнтӑм. — Каймалла-тӑк каймалла, тенӗ попугай, хӑйне Ваҫка аҫа кушак хӳререн тытса читлӗхрен сӗтӗрнӗ чухне! — мыскараҫӑлла кӑшкӑрчӗ Олизар. — Пултарать те пулӗ. Вавжон хӑрах аллипе карлӑкран ярса тытнӑ, тепринпе, пуҫӗнчи тӑват кӗтеслӗ ҫӗлӗкне ҫил сӳсе ан кайтӑр тесе, тытса пырать. Марыся вара ашшӗ ҫаннинчен тытнӑ та, ун ҫумне хӗсӗннӗ, хӑранипе, пӑрахут тайӑлмассерен кӑшкӑра-кӑшкӑра илет. Мамӑк купи пек пӗлӗт хыҫӗнчен «Фокке-Вульф-190» тухса, тӳрех ун ҫинелле вӑркӑнса пынӑ, Шухӑшлама вӑхӑт пулман, аяккалла пӑрӑнса кайма та май килмен… Паян кунчченех тертлентерет вӑл мана ҫав мӗскӗн Назанскипе. Эсӗ ҫапла ту та ӗнтӗ. Ман хыҫран юлташсем пыраҫҫӗ-и, пымаҫҫӗ-и, маншӑн пурпӗрех, эпӗ пӗччен те сиртен хӑрамастӑп. Эпӗ такамӑн хырӑмне чиксе шӑтартӑм ӗнтӗ. Вӗреннӗ ҫын пӗлетех ӗнтӗ — Шекспирпа Вальтер Скотт иккӗшӗ те хӑйсен тупӑкҫисене савӑк тата шӳтлӗ ҫынсем пек кӑтартнӑ, ҫапла чӑн пурӑнӑҫрипе хирӗҫле кӑтартса, вӗсем пирӗн шухӑша ҫӗклентерсе ярса, ӗҫе шиклӗрех кӑтартасшӑн пулнӑ. Вӗсем мӗн тери хӑраса ӳкнине каласа пама та йывӑр. Юратнӑ, хаклӑ ылттӑнӑм… эпӗ пурӗ те минутлӑха ҫеҫ, халех каялла кӗретӗп акӑ. Леночка ӗҫлет, хушӑран, амӑшӗн сӑмахӗсемпе килӗшсе: «ҫапла, ҫапла», текелет. — Халӗ килсе тулаҫҫӗ ӗнтӗ, — мӑкӑртатать амӑшӗ. Акӑ, группа старта тухрӗ. Ара эпӗ кӑкӑрӑм ҫинче хӗрес ҫакса ҫӳреместӗп-им-ха? Чикӗр! «Куна тума вӑхӑт нумаях кирлӗ мар пуль», — терӗ Джим герцога, — кунӗ-кунӗпе хӳшӗре ҫыхӑнса выртасси ӑна питӗ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ, чӑнах та питӗ йывӑр-ҫке ҫапла выртма. Вӗсен йӑхӗ Чӗмпӗр кӗпернинче ырӑ курса лайӑх пурӑнать. …ран вӑтӑр ҫухрӑмра вунӑ помещик аллинче тӑракан пӗр ял пур. Вӗсем хыҫалти картишне кӗчӗҫ, малти картишне иртесрен кунта шалтан питӗрсе илнӗ хапха пур. Вӑл хытӑ тархасласа кӗлтуни мана вӑратса яратчӗ; вӑрансан эпӗ одеал айӗнчен пӑхса, хӗрӳллӗн кӗлтунине хӑраса итлесе выртаттӑм. — А-а, эсрел пуҫӗсем! — Мана бланка ҫырса парӑр-ха. Унтер-офицерсем хӑйсене пӑхӑнса тӑракансене, сӑмахлӑхра кӑшт йӑнӑш тусанах, маршировкӑра урана арпаштарсанах, ҫав тери тискеррӗн хӗне-хӗне тӑкатчӗҫ, — хӗнетчӗҫ юнпа пӗвӗничченех, шӑлсене ката-ката ывӑтатчӗҫ, хӑлха урлӑ ҫапса ҫурхахсене ҫура-ҫура пӑрахатчӗҫ, чышкӑсемпе сӑптӑрса ҫӗр ҫине йӑвантара-йӑвантара яратчӗҫ. Вырӑнӗ, чӑн та, улах ӗнтӗ, илемлӗ, сывлӑш таса, халӑх ҫакӑнта тӗрлӗрен ӗҫкӗ-ҫикӗ те пикник уявӗсем ирттерме юратать. Пӗрремӗш хут Зухин патне пухӑнтӑмӑр. Хӑмапа ҫапса тунӑ ҫак пӗчӗк пӳлӗм Трубнӑй бульварти пӑр пысӑк ҫуртраччӗ. — Паллах! — килӗшрӗ Николай. Ӑна тума та, улпутӑмӑр, сирӗн ирӗк ӗнтӗ. Эпӗ малтан вӗсене иккӗшне ҫеҫ куртӑм; тепӗр темиҫе самантран тин айлӑм кукӑрӗнчен Беловзоров тухрӗ, — вӑл гусар тумӗпе, хура ӑйӑрӗ кӑпӑка ӳкнӗ. Анне хӑранипе кӑшкӑрса ячӗ, эпӗ тепӗр пӳлӗме тухрӑм та ӑна ҫӗррине каялла патӑм, — вӑл ҫӗрре эпӗ икӗ кун каялла хывнине асӑрхамарӑн эсӗ: вӑл ҫав тери кӳренчӗ; анчах вӑл мӑнкӑмӑллӑ та каппайчӑкскер, ҫавӑнпа та нумай хӑратса тӑмасӑрах тухса кайрӗ. Аташма тытӑнчӗ. Ача пек пулса кайнӑ старик часах вилессе курса тӑрса, Владимир ун патӗнчен пачах уйрӑлмарӗ. Тӗрӗс ҫултан вӗсене Атаманчуков карчӑкӗпе пирӗн хуторти тепӗр карчӑк пӑрса ячӗҫ. Пӗр вырӑнта чие йывӑҫҫисемпе улмуҫҫисем хӳме ҫумнех перӗнсе ӳсеҫҫӗ-мӗн. Ҫак тӗле ҫитсен, Сима Симаков хӳме хушӑкӗ витӗр шалалла пӑхрӗ. Фратю пичӗ-куҫӗ улшӑнчӗ. Ун яштака ӳт-пӗвӗ пуставӑн ҫӗрте мӑк ҫыпӑҫнӑ тӗксӗм хутламӗсем айӗнчен илемлӗн палӑрса тӑрать. Вӑл кайсан пурте нимӗн ӑнланмасӑр пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗ тытса майор Паганель ҫине шӑтарас пек пӑхрӗ те:— Пӗлетӗр-и, Паганель, ку ӗнтӗ сире те килӗшмест! — терӗ. — Ку вара, ахӑрнех, хӑй малтан калаҫма пуҫлӗ, темӗнле ют, ӑнланмалла мар, пули-пулми сӑмахсем калӗ… — Ваше величество патшаҫӑм! Ҫакӑн пек пушмак тӑхӑнса ҫӳретӗр пулсан ӗнтӗ, ваше благородие, пӑр ҫине ярӑнма та ҫакӑн пеккипех ҫӳретӗр пуль… Пушмакӑр ҫакӑн пек те, урӑрсем мӗнле-ши? Ман шухӑшпа, тап-таса сахӑртан пулӗ вӗсем». Аким, кула-кулах, Жаркие строительствӑна яма килӗшмерӗ. Вӗҫен кайӑксен шучӗ те ҫук, эпӗ, тен хам та пырӑп-ха санпа пӗрле пӗр-пӗр чухне. Вӗтлӗх витӗр ҫул туса каякан пуҫсӑр юланута вӑл урӑх хӑваламан. Ав мӗнле инкек! Вӑл мар кулать ун пек чух, пурнӑҫ унран кулать… Анчах кӑрлач вӗҫӗнче ҫанталӑк ниҫта юрӑхсӑр пӑсӑлса кайрӗ те, вара кӗҫех ҫакӑ та пач пӗтсе, пӑчланса ларчӗ. Тата тепӗр вун пилӗк минут Макар хускалмасӑр выртрӗ. Ман ҫинчен шыв пекех тар юхать. Обсерваторисене хуларан инҫерехри вырӑнсенче, сӑртсемпе ҫӳлӗ тусем ҫинче лартаҫҫӗ. Пӳрчӗ тӑвӑр, анчах та таса, — ку тӳрех куҫа курӑнчӗ. Атя-ха, санпа ҫапла калаҫса татӑлар: халӑха пухӑва чӗнме кирлӗ пулса тухсан, эсӗ урам варрине тухса тӑрӑн та пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрӑн, ҫавӑншӑн эпир сана колхозран икшер ӗҫ кунӗ… — Эсӗ ху тата? — ыйтрӑм эпӗ Уҫӑпран. Кам тытнӑ вара ӑна? Шӑнса ка-айрӑм. — Евангелире хӗрхенни нумай, анчах хӗрхенни вӑл сиенлӗ япала. Профессор сӑмах пуҫласа ячӗ: — Чӑнах та ку пӗрре те Исланди евӗрлӗ мар. Унтан тухса, кивӗ кӑмакана кӗмелли шӑтӑка кирпӗчпе питӗрсе хучӗ, кирпӗчсем мӗнле выртнине сӑнаса хӑварчӗ, вара, ҫул ҫине тухса, хуллен килелле утрӗ. Чӗркуҫҫи айӗсем хӑйӗн кӑшт чӗтреҫҫӗ. — Пӗр сӑмахсӑр пуҫне пурин ҫине те пӗр пекех ҫырнӑ. Пытанса тӑмашкӑн унта вӗтлӗх ҫырми пур, унта Стремӑ шывне юхса кӗрекен Белештицӑ ҫырма пур. Ҫав самантра унпа куҫма куҫ пултӑмӑр: унӑн куҫҫуль сӑрхӑнчӗ: алли манӑн алӑ ҫине тӗреннӗ май чӗтренсе илчӗ: пит ҫӑмартийӗ ҫунать; вӑл хӗрхенет мана! «Мӗн ятлӑ эсӗ, чунӑм?» — тесе ыйтнӑ вӑл. Анчах хуҫа йӑмӑкӗ хӑвӑрт, вӑрт-варт ҫӑврӑнкаласа, чӗкеҫ сывлӑшра вӗҫнӗ пек ҫӳретчӗ, мана вӑл ҫавӑн пек ҫӑмӑлли унӑн ҫаврака, ҫемҫе кӗлеткипе килӗшӳсӗр пулнӑн туйӑнатчӗ. — Тӗрӗс калатӑр, тӗрӗс, — терӗ вӑл, гимнастерки ҫинчи чӗн пиҫиххине именчӗклӗн тӳрлетсе. Тарталья ҫавӑнтах, хавассӑн сиккелесе, тутисене ҫулакаласа ларкӑч ҫине улӑхса ларчӗ: кун пеккине хӑнӑхнӑ пулас вӑл. Ҫырантан чылай аякка ишсе кайсан, ҫурӑмӗ ҫине ҫаврӑнса выртса, пӗр хушӑ хускалмарӗ. Ҫав самантра Огнянов Стара шывӗ айлӑмнелле виҫӗ ҫын аннине асӑрхарӗ. Ҫӳлтен вӗсен пуҫӗсем кӑна курӑнчӗҫ. «Пӗчӗккинчен пуҫласа пысӑккине ҫити пурте ухмаха тухнӑ, пурте хускалнӑ», — шухӑшласа илчӗ Марко. — Эп маррине пӗлетӗп эпӗ. — Ну, кала, шуйттан, ӑҫта вӑрларӑн? — кӑшкӑрчӗ Ерошка мучи. Вӑл эпир пур те хӑйӗнчен йӗрӗнсе тӑнине асӑрхаман пек ҫӳрет, кашниех хӑйне тав тутӑр тесе, пурне те юрама тӑрӑшрӗ. — «Ну, хыв аттуна, — тет ҫакӑ, — унсӑрӑн татах ислетсе яратӑп!» Хыврӑм вара эпӗ атта, нимӗн айӑпсӑрах парса хӑвартӑм. Каллех акӑ, калама та ҫук интереслӗ тетӗн пулӗ юлашки атта хывса парса хӑварма! Акаци йӗпписене хам ӳте ӑҫта-ӑҫта кирлӗ ҫӗре те, кирлӗ мар ҫӗре те мӗн чухлӗ тӑрӑнтармарӑм пулӗ — шутне те тупас ҫук! Вӑл чӗрере пурӑнать. Эпӗ йӗп ҫинчи пек ларатӑп, манӑн куҫ-пуҫ чарӑлса кайрӗ. Ку тӗлте фиорд сарлакӑшӗ сахалтан та ҫур миль пур. Тинӗс хумӗсем ҫинчи тӑрӑллӑ чӑнкӑ чул тусем ҫине пыра-пыра ҫапса саланаҫҫӗ. Тинӗс таппи стена пек чӑнкӑ, вӑл виҫӗ пин фут ҫӳллӗше улӑхакан чуллӑ тусен хушшинче выртать; сӑрт айккисенче хӗрлӗрех тӗслӗ туф сийӗсем хушшинче хӑмӑр сийсем те уҫҫӑнах уйӑрӑлса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫак ҫулҫӳревӗн тӗп тӗллевӗ «пӗр сӑмахсӑрах ӗнтӗ, халӑх хисепӗпе ҫӗршывӑн чысӗ» пулнине те кӑтартать. Ку утрав Уайт утравӗнчен виҫӗ хут пӗчӗкрех шутланать, унта тырпул ҫав тери лайӑх ҫитӗнет. Утрава тухатмӑшсенчен кӑна тӑракан йӑхӑн ҫулпуҫӗ тытса тӑрать. Телее, Уэлдон миссис таврара мӗн курни ҫинчен шухӑшламарӗ. Ма пухма каймастӑн? Анчах ҫук. — Паллах, шухӑшланӑ. Эпӗ Евгений Васильевичӑн авалхи пӗлӗшӗ, унӑн ученикӗ теме те пулать. Малта пыракан тӗрӗксенчен темиҫе ҫын ҫӗрелле пере-пере ӳкрӗҫ. — Вӑл апли апла та-ха, ҫапах та вӗсем кӑнтӑрла утса ҫӳремеҫҫӗ вӗт. Хам ҫинчен ҫапла аса илетӗп ӗнтӗ эпӗ, хамӑн айӑпсӑрлӑхӑм тенинчен вара юлташсем кулатчӗҫ. Анчах манӑн куҫ умӗнчех сӑртсем сасартӑк улшӑнчӗҫ; вӗсем ик еннелле чаршав евӗрлӗ уйӑрӑлса тӑчӗҫ. Вӑл йӑнӑшманнине эпир пӗлетпӗр. Вӑрман уҫланкисенчи симӗс курӑкпа хӗрлӗ туратсем хушшинчен йӑлтӑркка чечексем — сарӑ, кӑвак импӗр, ҫутӑ лобели, йӑмӑх хӗрлӗ орхидея — курӑнаҫҫӗ. Чечексем ҫийӗн пӗр чечекрен теприн ҫине, шӑркалантаракан тусана куҫарса, пӗлӗт пек хурт-кӑпшанкӑ вӗҫсе ҫӳрет. Унсӑр пуҫне, Вена ҫав тери выҫӑхса ҫитнӗ, ӑна Гитлер питӗ хӑратса пӗтернӗ, тӗрлӗрен провокациллӗ хыпарсене пула, хула пӗтӗм тӳсӗмлӗхне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та вӑл хӑйне тыткалама та пӗлмест. Тыткӑнрисем хӑйсем чавнӑ шӑтӑкран пӗрерӗн хӗсӗнсе тухса Роберт тупнӑ шӑтӑка анчӗҫ. Вӗсем «Дункан» ҫине трап тӑрӑх хӑпарнӑ самантра «ура» кӑшкӑрнипе пӗрле волынкӑсем Малькольм кланӗн кӗрешӳ юррине юрласа ячӗҫ. Павел вӗсене хирӗҫ: — Аван-мӗн сирӗн демократи! Анчах та ҫав хуйхӑра чи хӑрушши акӑ мӗн пулнӑ: ӑна пула килте чылай вӑхӑт хушши йӗркесӗрлӗхсем, ҫӗнӗ чӑрмавсемпе пӑлханусем пулма пултараҫҫӗ, ҫав хушӑрах чӑрманмалли ӗҫсем унӑн ахаль те ҫителӗклех. Ҫав тапхӑр — вӑрҫӑ вӑрҫнӑ, ҫурт-йӗр-хула тунӑ самана. — Каҫарӑр, господин кардинал. — Аттем, — терӗ вӑл йӑлӑнуллӑ мӗскӗн сасӑпа, — аттем, ан пӗтерӗр мана, эпӗ князе юратмастӑп, эпӗ унӑн арӑмӗ пуласшӑн мар… Инкеке пурте ӑнланса илчӗҫ. Таврӑнни Ҫулла, 1944-мӗш ҫулхине эпӗ отпуск илтӗм, Катьӑпа эпир виҫӗ эрнелӗхе Мускавра пурӑнас терӗмӗр, тӑваттӑмӗш эрнине Энскра ирттерме, ваттисене ҫитсе курар тесе шутларӑмӑр. Эпӗ ӑна персе вӗлермелле приговор йышӑнма ыйтатӑп! Чаплӑ хӑва ушкӑнӗнче пӗр ҫын пулнӑ, вӑл ҫав хӗр хускалнине-мӗнне йӑлтах никамран та ытла пӑхнӑ, сӑнаса тӑнӑ. Чӑн-чӑн хӗрача! — Эсӗ тата Васяна астӑватӑн-и? — терӗ хурлӑхлӑ Костя. Юланутҫӑ урисене йӗнер пускӑчисенчен кӑларса малалла ишсе кайрӗ. Хӗрачасем ҫинҫе сассисемпе кӑшкӑраҫҫӗ, ахлатаҫҫӗ; Хам куҫ тӗлӗнчех, ҫур мильре е унтан та ҫывӑхрах-и тен, эпӗ мӗнпур парусӗсемпе ишсе пыракан «Испаньолӑна» куртӑм. Тӗрӗк аптрасах ӳкрӗ: чӗлхи те ҫӗтрӗ, вӑл аран илтӗнмелле мӑкӑртатрӗ: — Ан тив мана, чорбаджи! Уйӑх мӗлки ун чухне Вӑтам Азири республикӑсем тӑрӑх иртсе кайнӑ. — Кам пӗлет! Ман ӑса тивӗҫлипе хаклас пулсан, сирӗн малашне мӗн пулассине курма ҫеҫ пӗлмелле, эпӗ урӑхла тунӑ пулсан, мӗн пулса тухма пултарнӑ пулӗччӗ-ха? — Пӗлместӗп, мӗн вара? — Кам? Ӑҫта? — тесе ыйтать тӑна кӗнӗ ҫын, куҫсемпе кӑн-кан пӑхса илсе. Брут мана питех те кӑмӑла кайрӗ. Унӑн сӑн-сӑпачӗ тӑрӑхах эпӗ вӑл питех те ыр кӑмӑллӑ, ҫирӗп шухӑшлӑ, тӑван ҫӗршывне питех те парӑнса этемлӗхе пӗр вӗҫӗмсӗр юратакан ҫын пулнине пӗлтӗм. Пурте паллӑ: вӑл мана палуба ҫинчен ярасшӑн. Анчах мӗн тума кирлӗ-ха ку ӑна? Эпӗ ку ҫӗршывра ман пуҫ ҫине килнӗ тӗрлӗ инкексенчен ҫак хӗр пулӑшнипе тӗрӗс-тӗкел тӑрса юлтӑм. Эпӗ унта пурӑннӑ вӑхӑтра иксӗмӗр пӗр-пӗринчен пачах та уйрӑлмарӑмӑр. «Нивушлӗ вӑл халех сывпуллашма пуҫлать?» — тесе шухӑшларӗ Елена. Хам, йӗкӗт, ҫурӑлса каяс пек тарӑхса ҫитнӗ. Хӑнисем, паллах, мухтас тӗлӗшрен ӳркенсех тӑман: — Тӗлӗнмелле ача! Вӑл документа эпӗ ҫырса илеп, татӑк-кӗсӗк сӑмахсене пурне те хутсем ҫинче мӗнле пулнӑ, ҫав йӗркепех пӗрлештерсе ҫыхӑнтарса ҫырӑп, пушӑ вырӑнсене асӑрхаса лайӑхах ӑнланмалла сӑмахсен татӑкӗсене хушса ҫырса хурӑп та, кайран курӑпӑр унта. Гленарван перо илчӗ те, темиҫе минутранах ҫакӑн пек сӑмахсемпе ҫырнӑ хут листине тусӗсене кӑтартрӗ: 1862 июнӗн 7 виҫӗ мачтӑллӑ «Британи» Глазго крушени гони кӑнтҫыран икӗ матроскаштанГр (аbor)контин (pr) хаяр (indi)ҫак документа пӑрахнӑ долготаратата 37°11' широтара вӗсене пулӑшу парӑр пӗтет Ҫак минутра каютӑна матрос кӗрсе тӑчӗ. Паллах, вӑл маншӑн ӗлӗкхи тӑван Энскахчӗ, унпа эп халӗ тахҫанхи тусӑма курнӑ пек тӗл пултӑм — улшӑннӑ сӑн-сӑпата курсан мӗнрен сӑмах пуҫлассипе антраса ирӗксӗрех ачашлӑн та хӗпӗртесе кулатӑп. Эпӗ мар, эсир ухмаха тӑрса юлтӑр, манӑн вара сиртен хӑрамалла-и? — Ҫӑкӑр-тӑваршӑн тавах сире! — Вӑрманта. Пӗр-пӗрин ҫине тарӑхаҫҫӗ; анчах — пурте айӑплӑ, ӑсшӑн та, ухмахлӑшӑн та. Костя ответлеме ӗлкӗреймерӗ, кухньӑра ура сасси илтӗнсе кайрӗ. Кил хапхи патне ҫитсен, амӑшӗ, ялав аври хуҫӑкӗ ҫине тайӑнса, халӑх енне ҫаврӑнчӗ, унтан ҫынсене тав туса пуҫ тайрӗ те хуллен кӑна:— Тавтапуҫ сире… — терӗ. Ҫулпуҫӗн пӳрчӗпе юнашар кладовойсем пур. Анчах мӗнле юрату ҫинчен калатӑн-ха эсӗ? Ҫавна пӗлмен ҫынна ун ҫинчен ӑнлантарса та парас ҫук. — Вӑл… Леш, унтан тухса килнисем авӑ мӗн каласа параҫҫӗ. Вӑл, тен, унтах, анчах хушамачӗ пирки е кӳршӗ патшалӑхсем, сӑмахран, Франци е ытти ҫӗрсем хӑратнӑ пирки пытанса пурӑнать, тен, мӗнле те пулин урӑх сӑлтавсем пур. Венецире восстани тумалли план ҫинчен эсир мӗн те пулин илтнӗ-и? — Тактикӑра оборона мелӗ пулма пултарать е наступлени мелӗ, урӑхла майсем ҫук… Унтан ешӗл курӑк тӗслӗ, пилӗк пус укҫа калӑпӑш тӳмеллӗ, сӑкман майлӑ тумтирӗн арки вӗлкӗшрӗ, ҫав аркӑ хушшинчен мал енчен сарлака хушӑллӑ ылттӑн пастарпа тыттарнӑ жилет курӑнса кайрӗ. — Пурнӑҫ — илемлӗ япала! — тенӗ те вӑл, ӗҫӗн таттисӗр вӗресе тӑракан хуранне кӗрсе кайнӑ; рабочисене вӑл кӑмӑла килнӗ, ҫамрӑксем кулнӑ, пир-авӑр тӗртекен ватӑ ҫынсем пуҫӗсемпе кӑмӑллӑн сулнӑ, Мирон та унӑн кулӑпа ҫутӑлса тӑракан калаҫуне итлесе, хӑйӗн ҫӳхе тутисене чӗлхипе ҫулласа илнӗ. Каҫ тӗлнелле пӗтӗм ӗҫе туса пӗтернӗ, пурте сунар ӑнӑҫлӑ пулнӑшӑн савӑнса кайнӑ. Сашенька пӗрлешесшӗн, анчах Павел — хирӗҫ… Падре, каялла таврӑнӑр! — Ну мӗн вара? Эпӗ атӑ-пушмак магазинне, чиркӳ хуралҫине астуса илтӗм, ку ҫын сутать мана! тесе шухӑшларӑм. Вӑл хайӗн амӑшне музыкант чуптунине курать. Пурте Анна Савишна Глобова ҫине, — ырӑ та хаваслӑ кӑмӑлӗшӗн хисепре пулнӑ тӑлӑх арӑм ҫине, — тинкерсе пӑхрӗҫ. Ӗҫме юратакансене валли тем тӗрлӗ ӗҫме те пур. Вӗсен ячӗсене арҫын ачасем хӑйсен ҫухрашка сассисемпе кӑшкӑрса пӗлтереҫҫӗ: банан эрехӗ, «помбе» ятлӑ хӑватлӑ йӳҫӗтнӗ эрех, бананран тунӑ «малофу» текен пылак сӑра, салатпа йӳҫӗтнӗ пылпа шывӑн тӑрӑ хутӑшӗ. Ҫул май ватӑ господин вӗсене кӗпе-йӗм, тумтир илсе пачӗ, унтан вара килне илсе пычӗ те тӑраничченех ҫитерчӗ. Вӑл сӗтпе тата каштансемпе кӑна тӑранса пурӑнать, вӑл хӑйӗн ҫӗрӗпе, килкартишӗпе, улӑм витнӗ пӳрчӗпе ҫирӗп ҫыхӑнса ларнӑ, вӗсенчен уйрӑлма пултараймасть, вӑл таврари чиркӳ чанӗ сассине пурне те пӗлет, шыва ӗҫме кӑна ӑсса кӗрет. — Эсир пӗлетӗр-и, — чейӗпе сахӑрне миххе чиксе калаҫма пуҫларӗ вӑл, — тӗнчене асаплантаракан хӗрарӑм влаҫӗ шӑпах ҫакӑнтан тухса тӑрать. — Ан васка, документсем те ҫырӑпӑр-ха эпир,— ответлерӗ Корчагин. Пӗр-пӗр округра мӗн те пулин ҫителӗклӗ мар пулсан, мӗн ҫитменнине вара тепӗр округран илсе пымалла тӑваҫҫӗ. Куратӑн-и, Том, пуян пуласси вӑл пӗрре те савӑнӑҫлӑ ӗҫ мар. Ҫумӑр ҫума тытӑнсан, вара?! Тӗрмере тӗттӗм те шӑп. — Манӑн икӗ ушкӑн йытӑ пур. — Халех ҫумӑр пуҫланмалла! Эх, ҫумӑр ҫума пуҫлӑсӑнччӗ! тетӗп. Эпӗ вӗсене, Саня картинисем иккенне пӗлмесӗрех, Саня живопиҫе вӗреннине, Художество академине кӗме хатӗрленнине пӗлмесӗрех чылайччен сӑнаса тӑтӑм. Вӑл каллех выртрӗ, пуҫӗ таранах кивӗ утиялпа витӗнчӗ. Пӳлӗм варринче пӗр ҫӳллех мар штабофицер каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрет, пер хӗрӗхсенче пулӗ ӗнтӗ вӑл, шыҫӑнса кайнӑ питҫӑмартине тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ вӑл, хӑй ҫине ҫӳхе те кивӗ шинель тӑхӑнса янӑ. — Тӗрӗс мар калатӑр эсир, атте! — ҫепӗҫҫӗн каланӑ Любовь. Хӑйсем — ахаль рабочисем анчах вӗт… — Манӑн шухӑшпа ку ҫӑл шавӗ нихӑҫан та чакас ҫук. Хӑрах куҫлӑ Иван Иванович Иван Никифоровича тӗртсе ячӗ, кӑшт тӳрменрех пулчӗ те вӑл тӗртни, ҫапах та Иван Иванович тӑнӑ ҫӗрелле тӗкрӗ-ха вӑл, городничий те Иван Ивановича хускатрӗ, анчах вӑл вара пачах урӑх еннелле тӗртрӗ, городничийӗн суранлӑ ури итлемерӗ-ҫке, вӑл ӑна ытла аякка сулӑнтарса пусрӗ, ҫавӑн чухне ун ури нимӗнле командӑна та итлесшӗн пулмарӗ, юри тунӑ пекех, пачах хирӗҫле енне, таҫта ҫити аякка ярса пусрӗ (ку ӗнтӗ сӗтел ҫинче тӗрлӗ ҫырла эрехӗсем ытла нумай пулнинчен те килчӗ пулмалла), Иван Иванович вара хӗрлӗ платьеллӗ майра ҫинех ӳкрӗ, леш, хӑй, ҫаксене курасшӑн хӗрӗнсе, шӑпах варрине пырса тӑнӑ, ҫакӑн пек пулса пыни вара ырра пӗлтермерӗ. Эпӗ алӑк патне, хӗвел ҫути ҫине ыткӑнтӑм. — Нихӑҫан та вӑл ун пек каламан, — терӗ Аркадий. Ӑна хӑй тухнӑранпа ҫур сехет те ытла иртнӗ пек туйӑннӑ, анчах вӑл Жадрино ращине те ҫитеймен-ха. Ирхи хӗвелӗн ялтӑркка ҫуттинче тӗтӗм майӗпен сирӗлчӗ. Вӗсем Пӑван ӳкнине тата вӑл чӗрӗ пулнине те курчӗҫ. — Халь ак кунта ҫӗр ҫын ыткӑнса килет! Уҫӑпа-и? Ҫак самантра вӑл хӗрарӑм тискерле кӑшкӑрнине татах илтрӗ, тӳсӗмсӗр ыратнӑ пек, питне пӗркелентерсе илчӗ, вара, икӗ тӑкӑрлӑкран утса иртсен ҫеҫ тарӑхса мӑкӑртатрӗ: — Пулать вӗт-ха, ҫуратма хатӗрленет, хӑй вара ҫуратма кирлӗ пек пӗлеймест те, факт! «Пирӗн, теҫҫӗ, епле те пулин пурӑнасчӗ. Ромашов унӑн пуҫӗ майӗпен-майӗпен, аран ҫеҫ палӑракан тӑлтлату-йӑлтлатусемпе кӑкӑрӗ ҫинелле усӑнса пынине курчӗ. «Пилигрим» ҫинчи ҫынсем хӗллехи сивӗсем умӗн полюс ҫывӑхӗнчи вырӑнсенчен вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк ушкӑнӗсем пулӑ мӗнле тытнине сӑнаҫҫӗ. Эпӗ кайран пӗлнӗ тӑрӑх, анне сывмарланнӑ кунтанпах мӗскӗннӗн улама чарӑнман Чиперкке атте патне савнӑҫлӑн ыткӑнчӗ, ун тӑрӑх сикрӗ, йынӑшкаларӗ, аллисене ҫуларӗ; анчах атте йытта айккинелле тӗртсе ячӗ те хӑна пӳлӗмне, унтан диванлӑ пӳлӗме кӗчӗ, кунти алӑк вара тӳрех ҫывӑрмалли пӳлӗме илсе кӗрет. — Павка Корчагин вӑл чи усал хулиган, — тени кӗчӗ унӑн хӑлхине хыҫалтан. Кусем Виктор Тоньӑна каланӑ сӑмахсем пулчӗҫ. — Пӗлместӗп. Макар хваттерӗ енне чупатӑп: пени унтан илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Анчах, мана курса, вӑл сасартӑк шӑпланчӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ. Ку вара ун пурнӑҫӗнчи чӑн-чӑн кисренӳ пулнӑ пулӗччӗ! Пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн амӑшӗ ӑна:— Епле хытӑ кӑмӑллӑ эсӗ, Паша! — терӗ. Вара вӑл ҫавӑн пекех хыттӑн та виҫеллӗн утса хӑйӗн каютине кайрӗ. Ҫапла вара, сӑнчӑр татӑкӗ кӗрешӗве йывӑрлатсах ярать. Ман арӑм ман енне шурӑхнӑ питне ҫавӑрчӗ. — Ҫапла. Анчах эпӗ каласа панисем ӑна ытла та хӑратса пӑрахрӗҫ. Огнянов ҫавӑн чухне инҫетри тусем ҫинчеччӗ. Ӑна: Санин, Дмитрий Павлович, тесе чӗннӗ. Марья Николаевна Санина хӑй ҫине шел тутӑр витме хушрӗ. Корчагин юлашкине суйласа илет. — Ман пата килнӗ пулсан, лар та кала, эпӗ ҫак тирӗк борща ҫавӑрса хурам-ха, атту иртенпе шывсӑр пуҫне нимӗн те курман. Усал та йӗрӗнтермӗш пулнӑшӑнах сума саваҫҫӗ пуль ҫав ӑна?» Санӑн аҫу-аннӳ мӗнле званинче пулнӑ? Тапӑнакансем пурте куҫ умӗнче, лешсем — хӳтлӗхре, ҫавӑнпа та пӗрремӗшсен вунӑ ҫын стройран тухать, иккӗмӗшсен — пӗр ҫын. Чӑнахах та ҫак кӗпер юханшыв тӑрӑх ҫӳрекен судносене кӑларса янӑ чухне икӗ пая уйӑрӑлнӑ. Врачсем хушнине вӑл пурне те пӗр сӑмахсӑрах туса пырать, хӑйне панӑ эмелсене пурне те ӗҫет, апата сӳрӗккӗн, тутине пӗлмесӗрех ҫиет те каллех ҫурӑмӗ ҫине выртать. — Тӑватсӑрта-и? Эпӗ хӑраса чӗтӗресе лартӑм, анчах чӗтӗреме те кирлӗ пулман: саспаллисене пӗрлештерсе вуламалли пӗртен-пӗр тӗрӗс меслете пӗлсен, урӑх майсене йӗрлесе шыранӑ ахалех пулмалла вӗт. — Асту, шӑнса пӑсӑлатӑн! — терӗ Павел йӑвашшӑн. — Ну-и ухмах та иккен этем ҫамрӑк чухне! — шӑппӑнрах каласа янӑ Маякин. Питне пилоткӑпа шӑлса, вӑл йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Пӑхасса вӑл такама шыранӑн, хам вырӑна аттепе малалла калаҫма кам та пулин ҫук-ши, тенӗн пӑхса илчӗ. Эсӗ курнӑ-и, Макар? Вӗсем аван ҫынсем, пуринчен ытла атте кӑмӑллӑ. Хир тӑрӑх сахалрах сулланса ҫӳресчӗ санӑн, ытларах кунта, хуторта пуласчӗ, вара ӗҫ лайӑх кайӗччӗ. Эпӗ вал ҫине кайрӑм та сикесшӗн пултӑм; анчах унта шывччӗ, манӑн юлашки тумтире варалас килмерӗ: ҫавӑнпа эпӗ хапха патне пытӑм. — Ах, ҫапла, — юри тӑсса каланӑ Зеб, хӑй ним те туман пек. — Мӗнле, тупрӑр-и вара? Хӑйӗн вӑрӑм та савӑнӑҫсӑр пурнӑҫӗнче вӑл сайра хутра ҫеҫ тӑраниччен ҫисе курнӑ, тӗлӗкре кӑна хӑйне тутлӑ пек туйӑнакан тӗрлӗрен апат ҫисе тӑраннӑ. Авари пулнӑ судно ҫинче ҫӑлӑнасси ҫинчен кӗтсе ларасси асран тухса кайниех пулӗччӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ученӑя тухаймарӑм эпӗ, ун вырӑнне атте-анне сӑмахӗнчен иртмерӗм, вӗсен ватлӑхне лӑплантартӑм, вилсен, иккӗшне те чыслӑн пытартӑм. Хӑрушлӑхӗ ӗнтӗ — Николай Антоныч, пӗлес килни вара — Марья Васильевна. Ҫав сехетрен пуҫласа эпӗ хама хам начартарах туйма, хам ҫине темле аякран, сиввӗн, ют тата тӑшманла куҫсемпе пӑхма тытӑнтӑм. Стой! Вӗсем праҫниксенче е ӗҫрен пушӑ вӑхӑтсенче — пиншак, чӑкӑртатакан атӑсем тӑхӑнатчӗҫ, иккӗшин купӑс пурччӗ; пурте вӗсем хула пахчине уҫӑлса ҫӳреме тухатчӗҫ. Пирӗн ҫийӗмӗрте темле таса мар, ҫӗтӗк-ҫурӑк ланчашкаччӗ, урасенче ҫӑпатаччӗ, полици пире хула пахчине кӗртместчӗ — юратма пултарнӑ-ши эпир кулач ӑстисене? Ҫавӑн чух тин унан хӑлхине икӗ сасӑ пырса кӗчӗҫ: пӗри тикӗс, кӑштах айӑпа кӗнӗ пек туйӑнакан сасӑ — Клавдия Михайловнӑн, тепри — шавлӑ, кӳреннӗ сӑсӑ — Стручков майорӑн. Икӗ кунтан эпир Петерхед тӗлӗнче Шотланди ҫыранӗ хӗррисене курах кайрӑмӑр: вара «Валкирия» Оркадпа Шотланди утравӗсен хушшинчен Фарер утравӗсем еннелле кайрӗ. Октябрӗн 4-мӗшӗ. Кладовӑя йӳҫӗ табак тӗтӗмӗ сарӑлчӗ. Пурпӗрех тепӗр ҫулхине тырӑ выракан машина вӗсене ҫӗнӗрен ватса мӑкӑлтаса тӑкрӗ тата хама та каскаласа пӗтерчӗ. — Хамӑн авланас кӑмӑлӑм пурри ҫинчен, сан мана качча тухас шухӑшу пурри ҫинчен — калаҫрӑм». Эй, турӑ! — тенӗ… Каҫпа унӑн мӗнпур шӑнӑрӗсем турткаланнӑ, кӑнтӑрла пачах та канма пултарайман. Павел, хӑйӗн яланхи йӑлипе, пӗтӗм поезда тӗрӗслеме пулӑшрӗ. — Ӑҫта? Таня Величко пулман-тӑк эпӗ ӑна вӗлереттӗмччӗ те пулӗ. Ромашов ӑна ҫаннинчен сӗртӗнчӗ. — Эпӗ хамӑн хӗре юрататӑп, Марья Николаевна, — унпа тӗл пулмасӑр пурӑнма ҫӑмӑл мар мана. Ҫавӑнпа вал ҫинчен пӑхма илемлӗччӗ: пӗр енче темиҫе ҫырма ҫурса пӗтернӗ сарлака уҫланкӑччӗ, вӑл тусен тӑррине ҫитичченех сарӑлнӑ вӑрман хӗррине тухатчӗ; ун ҫинче тӗллӗн-паллӑн аулсем тӗтӗм кӑларатчӗҫ, ут кӗтӗвӗсем ҫӳретчӗҫ, — тепӗр енче ӑшӑх ҫырма юхатчӗ, ун ҫумнелле Кавказӑн тӗп тӑрӑхӗпе пӗрлешекен чуллӑ сӑртсене витсе тӑракан ҫӑра ката тӑсӑлса анатчӗ. Вӑл, Чумаков ҫине, кашкӑр ҫури пек, куҫ айӗпе пӑхнӑ; лешӗ, хӑйне кулӑшла та мӑннӑн тытса, кӑвакарнӑ мӑйӑхӗсене пӗтӗркелесе, урисене улӑштаркаласа, кайма ирӗк парса та кайман ача умӗнче айванӑн тӑнӑ. Уйрӑм пурӑннӑ чухне миҫе ҫул хушши ҫумӑрсем вӑхӑтра пулмарӗҫ, кӑҫал тӑкрӗ, чӗресрен янӑ пек! Энскинче тахҫанах ҫулла пулнӑ ӗнтӗ, вӑл ҫаплах «хӗл каҫать». Ҫӗр вӑйӗсем, Пӗлӳ вӗсемпе пурнӑҫра усӑ курнипе, ҫынсемшӗн туллин те тухӑҫлӑн ӗҫлеҫҫӗ. Феничкӑпа сывпуллашма май килмерӗ: вӗсем пӗр-пӗрне чӳрече витӗр кӑна пӑхса илчӗҫ. Хӑвна валли инкек тупас мар тетӗн пулсан, ан чӗннӗ пул». Том хӑйне ҫаптарнине чӑтса ирттерчӗ те каялла вырӑнне пырса ларчӗ. Вӑл ытлашши хурланмарӗ, мӗншӗн тесен: «Юлташсемпе тӗркӗшсе хӑтланнӑ чухне, чӑнахӑх та чернильницӑна кӗнеке ҫйне тӳнтерсе ятӑм пулӗ», — тесе шухӑшларӗ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн айӑпне ахаль ҫеҫ, йӑли ҫавӑн пек пулнӑран ҫеҫ тунчӗ. Эсир тата эсӗ сӑмахсене вӑл йӑлана кӗнӗ пек мар калать пулин те, ун чӗлхинче ҫак сӑмахсен уйрӑмлӑхӗсем пачах урӑх пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ. — Мӗн унта алӑ сулкалаҫҫӗ? — ыйтрӗ пӗри, хӗвелтухӑҫнелле пӑхса. Унтан Давыдов ыйтрӗ: — Пӗтрӗ-и? Эпӗ вӑл сехӗрленнипе унӑн шӑлӗсем мӗнле шакканине илтрӗм, анчах вӑл каялла чакасси ҫинчен илтесшӗн те мар. Юрласа пӗтерсен, вӑл, хӑйӗн тавра мӑнаҫлӑн пӑхса илнӗ те, Фома ҫумне ларнӑ, унтан ӑна вӑйлӑ аллипе мӑйран ыталаса:— Мӗнле, аван-и юрӑ? — тесе ыйтнӑ. — Анчах ху салтак пек калаҫатӑн. Ҫаксене шута илсе Мак-Набс малтан йышӑннӑ планпах малалла кайма кирли ҫинчен каласа пачӗ. — Е илмелли хӗрне тупаймарӑн-им? — Яков Лукич аллине шанчӑксӑр сулчӗ, питне аллипе хупласа, кӑкрипе алӑк янаххи ҫумне тӗренчӗ. Фронтсенчи ӗҫсем ҫине те ҫитсе перӗнчӗҫ, Тырпул ҫинчен ӗмӗтленчӗҫ. — Паян вырсарникун-ҫке-ха… Шӑп вӗсем тӑнӑ вырӑнта, порта кӗрсе каймалли ҫӗрте, ҫынсем пушшех те ытларах ҫӳреҫҫӗ: пӗр пӑрахутне пушатаҫҫӗ, теприн ҫине тиеҫҫӗ, минутсерен лавсем пырса тӑраҫҫӗ, пӑрахутсем ҫине тӑсса хунӑ хӑмасем ҫинче тачкӑсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, шӑв-шав та тӑнкӑр-танкӑр туни хӑма ҫуракан заводри пек. «Эх, Меджи, Меджи, пӗлсенччӗ эсӗ вӑл кам пулнине: хура сӑн-питлӗ, камер-юнкер, куҫӗсем мӗнле! Ванюк ҫапах ашӑк айӗнчен тухмарӗ. Чее чӑх, Алёша! Нотӑсемпе усӑ курасси суккӑршӑн питех те йывӑр. Пӗр самант иртрӗ… Елена ун аллинчен вӗҫерӗнсе тӑчӗ те: «ҫук, ҫук», тесе пӑшӑлтатрӗ, унтан хӑвӑрттӑн ҫыру сӗтелӗ патне пычӗ. Вӗсем провинцири кил-йышсем ҫине ҫав тери пӑхаҫҫӗ, хӑйсене яхӑнне ҫывӑхартман столицӑри аристократсен хӑна килӗсем ҫинчен асӑна-асӑна ахӑлтатаҫҫӗ. — Ку ҫаплах. «Ку — вырӑсла мар, пирӗн улпут килӗнче кун пек хӗре курсан, мӗнешкел кулнӑ пулӗччӗҫ», — тӗлӗнчӗ вӑл. Воропаев унпа типпӗн сывпуллашрӗ. Юлашкинчен вӑл шӑпах пулчӗ, сайра хутра ҫеҫ тӗлӗкре йынӑшкаларӗ. Каҫа эпӗ, ытти чухнехи пекех, комендант патӗнче ирттертӗм. Халӗ ӗнтӗ эпӗ те сисетӗп: унӑн пурӑнас шанчӑк ҫук. Аллӑра чуптума ирӗк парсамӑр. Рада ирӗксӗрех кулкаласа илчӗ. Аттепе Johann шӑллӑм хулана пычӗҫ те, эпир кам Soldat пулассине, кам Soldat пулмассине пӗлес шутпа Loоs яма кайрӑмӑр. — …Пуҫарӑва ҫӳле ҫӗкленӗ те, вӑл юхӑм пулса тӑнӑ, мӗншӗн тесен ӑна чи малтан Черкасова хӑй, унран вуншар пин ҫын йышӑннӑ. Ҫав третичный периодран юлнӑ сийсене геолог тӗпчесе ҫӳрес пулсан, ҫӗннине сахалах мар тупнӑ пулӗччӗ. Унта чи малтанхи чӗрчунсемпе ҫынсен шӑммисем темӗн чухлӗ витӗнсе выртаҫҫӗ. Индеецсем каланипе вӗсем вилсе пӗтнӗ аслӑ татту йӑхӗнчи ҫынсен шӑммисем пулаҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тӑпра айне пампассен пуҫламӑшӗнчи малтанхи кунсен историне чиксе хӑварнӑ. Вӑл лӑпкӑн, нимӗн ӗҫлемесӗр пурӑнать, сахал мар парнесем илет, хитре тумланать, уйӑхне ҫӗр тенке яхӑн пӗтерет. — Эсир киле юлатӑр, тем пулать сирӗнпе? Анчах тапхӑрӑн-тапхӑрӑн йывӑр килнӗ сехетсенче вӑл ман ума тухса тӑратчӗ: уй тӑрӑх, кӗл тӗслӗ ҫулпа, вӑрманалла утать пек, ӗҫлесе курман шурӑ аллипе сасартӑк ҫӗлӗкне тӗрте-тӗрте илсе:— Эпӗ тӗрӗс ҫулпа пыратӑп, эпӗ ниме те йышӑнмастӑп! — Манӑн тырра эсир йӑлтах шӑлса тухса кайнӑччӗ… Анчах хамӑн яланхи юлташсемпе чи ҫывӑх туссем хам пекех нихҫан вилмелле мар ҫуралнӑ ҫынсем пулнӑ пулӗччӗҫ. Эпир вӑрманта чылайччен уҫӑлса ҫӳрерӗмӗр, унтан хир чӑххи тытмалли капкӑн лартакан Павел Петровича тӗл пултӑмӑр, унпа вӑрахчен вӑрман, Карск, ҫанталӑк ҫинчен калаҫрӑмӑр. Килне кайман-ҫке, — терӗ те вӑл хыттӑнах кулса ячӗ. Ҫапла шухӑшласа пынӑ чухне, эпир Рейкиявикран тухса кайрӑмӑр. Ӑна пулӑшма хатӗр Томпа Бат та, кӑкарӑннӑскерсем, юнашар пулчӗҫ. Ҫапах та эпӗ тавлашмастӑп… сирӗн ҫулсенче ку — кирлӗ япала. Панталеоне ӗнерхи пекех хаваслӑ пулма тӑрӑшрӗ пулас; вӑл Санинпа каретӑна кӗрсе ларсан, лавҫӑ чӑпӑрккине шӑхӑртса илчӗ те, лашасем тапрансанах хытӑ чупма пуҫларӗҫ, вара ӗлӗкхи юрӑ ӑсти тата Падуй драгунӗсен тусӗ пулнӑ Панталеоне сасартӑк улшӑнса кайрӗ. Волошин майор телефон трубкине рычаг ҫине пӑрахрӗ те хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Икӗ связной! — терӗ вӑл. Сирӗн йышшисене сипличчен сиплеменни, ыррине курас ҫук! Сирӗн вӑй ҫитмесрен тата эсир сӗтел ҫинче вилсе каясран эпӗ хӑрамастӑп-ҫке-ха? — Апла-тӑк, мӗншӗн кунта лашапа илсе килтӗр, ҫуран мар? — ҫаплах хӑпмарӗ Лушка. Ун ҫине пӑхса ҫӑвар хупма та маннӑ иккен эпӗ. Ҫав сӑмахсене каласан, Исидора корсаж хушшинчен пӗчӗк кинжал туртса кӑларчӗ, кантрана йӗнер пуҫӗ ҫумӗнченех касса татрӗ те, ним совесть ӳпкеленине туймасӑр, хӑй туртса ӳкернӗ ҫынна ҫӗре чӑсӑлса выртнипех пӑрахса хӑварса, сиккипе килелле вӗҫтерчӗ. Сирӗн, мӗнле калас ӑна, эсир туртӑнса тӑни, каламасӑр тӑни, юлашкинчен, йӑлтах сирӗлсе каяссине эпӗ шансах тӑратӑп. Эпӗ вӗсене пӗр харӑс икшер-виҫшер татӑкӑн хыпаттӑм та пӑшал пули пысӑкӑш виҫшер ҫӑкӑрпа пӗрле чӑмласа ҫӑта-ҫӑта яраттӑм. Унӑн хупӑрах илтӗнен ҫамрӑк сассине илтсе, эпӗ темиҫе хут та вӑрана-вӑрана кайрӑм:— Атакӑран тухрӑм кӑна, — тет вӑл, — пӑхатӑп — бензозаправщиксем. Вилӗ, тен, хӑшпӗр чухне калаҫма та тытӑнать пулӗ. Анчах вӑл саван тӑхӑнса санӑн тавра ҫапкаланса ҫӳремест, сана тӳрех питренех пырса пӑхмасть, ҫав усалсем пек шӑлӗсене те шатӑртаттармасть. Пӑван итлерӗ. Унӑн сӑн-пичӗ чултан касса тунӑ пекех пӗртте хускалмарӗ. Монтанелли сурана ҫурӗ те ӑна майӗпен ҫыхрӗ. Нумай вӑхӑт кӗтмелле пулчӗ, анчах унӑн отвечӗ полковнике калама ҫук тӗлӗнтерчӗ. — Атте, ман лаша тарчӗ! Леш Анюта-и? Савельич, ку сӑмахсене илтнипе пӗтӗмпе ӑнран кайса, аллисене сулса илчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ. Вӑл хута лайӑх якатрӗ те камерӑна начар ҫутатакан лампа патне илсе пычӗ. Ҫапла шутлани тӗрӗс пулнӑ. Джойс тусӑм, хӗвеланӑҫ енчине йышӑн. Сирӗн чӑматанӑр ман патра. Людмила хӑвӑрт кӑна каялла ҫаврӑнчӗ, ун ҫине хӑранӑ пек пӑхса илчӗ те, темскере тытса чарасшӑн пулнӑ пек, аллисене амӑшӗ патнелле тӑсса, васкавлӑн калаҫма тытӑнчӗ. Ҫук, мӗнпур айӑпа ансӑр шутлавлӑ та мӗскӗн хӗрарӑм ҫине тиесе, вӑл аван мар, хӑравҫӑлла та илемсӗрле турӗ, тем тесен те, аван мар, халӗ, туять, лешӗ лере, шалти пӳлӗмре, ҫухалса кайнӑскер те хурхӑ пусса лартнӑскер, хевтесӗр ҫиллине шӑнараймасӑр, йӳҫҫӗн татӑлса макӑрать, куҫӗсем хӑйӗн шыҫса, хӗрелсе тухнӑ. — Тата кама? «Вӑл ҫывӑрать». Ҫур пин теҫеттине яхӑн лайӑх ҫӗре ӗмӗр-ӗмер ни сухалама, ни акма юрамалла мар тӑварласа хунӑ. — Ҫапла ӗнтӗ, ҫӗр, хӗлле пулсан, хӗвеле ҫывӑхарах тени вӑл пирӗншӗн кӑна, ҫурҫӗр полушаринче пурӑнакансемшӗн тӗрӗс пулать. Старик ман ыйтӑва илтмен пек пулса, ман ҫул ҫӳремелли хута хӑй ӑшӗнче вулама пуҫларӗ. Ку ҫырана тухса, унта сунара каймаллине пӗлтерет, мӗншӗн тесен пӗр пулӑпа ҫеҫ таркӑнсем тутӑ пулаймӗҫ. Туземецсем кӑткӑ йӑвине тапӑннӑ хыҫҫӑн вӗсен пӗр пӑшал ҫеҫ юлнӑ, вӑл та пулин Геркулес тарнӑ чухне илсе кайнипе кӑна сыхланнӑ, тата заряд та сахал. Кашни патрон шутра. Пемессеренех тивертӗп тесе шанчӗ Дик. Зал часах пушанса юлчӗ. Катя килне чупса кайса, хӑйӗн пальтоне тӑхӑнса килчӗ. Ман пальтона вӑл кухньӑра хӑварнӑ иккен. Ун ҫине пӗрре пӑхса илсенех эпӗ, хам ӑна шанманни пӗтӗмпех тӗрӗсе килнине ӑнланса ҫитрӗм. Вӑл тӑват уран тӑчӗ, хӑйӗн суранлӑ ури, ахӑртнех, хытӑ ыратать пулмалла, кашни хускалмассеренех хыттӑн йӑнӑшатчӗ, ҫапах та вӑл палуба тӑрӑх чылай хӑвӑрттӑн шуса кайрӗ. Тӗлӗнтермӗш-чипер ҫак сӑн нихӑҫан та ан сивлеклентӗр тесе, селӗмлӗхпе хӗр-упраҫлӑха, ҫылӑхсӑр-таса сывлава тӗп тӑвас мар тесе Лось темӗн тӗрлӗ асап-терт тӳссе ирттерме хатӗр; вӑл сывлатӑр кӑна, унӑн пит ҫӑмарти ҫинче выртакан ҫӳҫ пайӑрки ҫӗклентӗр те антӑр ҫеҫ… Кӑларса янӑ хыҫҫӑн унтан темиҫе кӗленче ханша илнӗ те хӑйне каллех килсе хупнӑ. Яков Артамонова офицер ҫӑварӗнчен сӑмахсем мар, куҫа курӑнман ҫинҫе те пӗчӗк мӑйкӑчсем тухса тӑнӑ пек, вӗсем ӑна мӑйӗнчен яваласа илсе, ҫав тери хытӑ пӑвнӑ пек, ҫавна пула кӑкӑр сивӗннӗн, чӗри тапма чарӑннӑн, таврара пӗтӗмпех сулланса тӑрса, хӗллехи ҫил-тӑман пек ӳленӗн туйӑнчӗ. Чӑнах та вӑл кӳпӗниччен ҫирӗ, анчах ҫапах та кайран вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ; ахӑрнех Гуамини шывӗ апата ирӗлтерме пулӑшать пулмалла. — Ҫавӑнталла тыт, — тесе хушрӗ те лавҫине лутрарах та кӗрнеклӗ Давыдов, хӑй ҫийӗнчех ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ, питҫӑмартисене пӳрнескеллӗ алсишӗпе сӑтӑркаласа, лав хыҫҫӑн утрӗ. Американец «Первомайский» колхозникӗсем патӗнче иртенпех сулланса ҫӳренӗ. Воропаев пынӑ ҫӗре вӑл этем сӑнарне ҫухатма ӗлкӗрнӗ; питӗ пысӑк эрех кӳлли ӗҫсе янӑ ҫынсем кӑна ҫавӑн пек ӳсӗрӗлме пултараҫҫӗ. Вӑл аялти койкӑ ҫинче тӑнсӑр, пӗр кӗске йӗм вӗҫҫӗн кӑна выртнӑ, кӳршӗре тӑракан тральщик ҫинчи икӗ тусӗ вара — татуировка ӑстисем — хӑйсен ӳсӗр фантазийӗпе чи намӑс япала шутласа кӑларасшӑн ӑмӑртсах, Давыдова тӗрленӗ. Ыттисем драгунсемпе пӗрле форта кайнӑ. — Мӗншӗн-ха санӑн хӑвна чӑрмав кӳрес? — ыйтрӗ Павел, хулпуҫҫине вылятса илсе. Хӑйпе ҫапла калаҫтарма хӑнӑхман вӑл. — Тарпа пуля пирӗн ҫителӗклӗ. Алӑк патне ҫывӑхарнӑ чух Фома Тарасӑн хӑйӑлтӑк сассине илтнӗ:— Мӗне кирлӗ-ха аттене унпа аппаланма? — ыйтнӑ Тарас. — Тӑватӑ хут эппин? — терӗ Николай, ун сӑмахне тӗплӗн ӑнланса юласшӑн пулса. — Эпӗ сана ӑнлантӑм, Павел! Анчах та ҫывӑрса кайнӑ чухне, ӑна яланах ҫав мӗлкесенчен клей, стружка тата лак шӑрши кӗни сисӗннӗ. — Черньӑна ҫакмалла. Вӑл сывлама та пӑрахрӗ, чарӑнса тӑрсах итлеме пуҫларӗ. — Эпӗ сана ӑсатса яратӑп. Корытовпа Воропаев ҫаплах сӗтел патӗнче тӑраҫҫӗ-ха. Анчах Ҫӑхан Ура йӑнӑша часах тӳрлетнӗ. Отвечӗ пит ансат та пӑртак кая юлнӑ пек туйӑнчӗ, анчах вӑл мӗне пӗлтерни пирки никам та иккӗленсе тӑракан пулмарӗ. Мачтӑсем борт урлӑ вӑркӑннӑ ӗнтӗ, «Вальдек» хӑяккӑн выртнӑ, анчах путман, мӗншӗн тесен трюма шыв нумаях кӗреймен. — Вӗсем пире кӑшласа яраҫҫӗ, тӗрӗс тӑваҫҫӗ те. Унпа калаҫнӑ чух пирӗн сассӑмӑрсем те ҫемҫерех, шӳтӗмӗрсем те ҫӑмӑлтарах. — Вӗсем килеҫҫӗ пулас, — пӑшӑлтатрӗ Петр. — Кайран пӗтӗмпех йӗркелӗпӗр, халь пӑртак чӑмлакалар та клуба уттарар. — Капитан Смоллетт, — калама пуҫларӗ доктор, кулса, — эсир шӑшие ҫуратнӑ ту ҫинчен калакан юмаха илтнӗ пулӗ? — Эсӗ хӑвӑн тивӗҫне чӑн-чӑн морякла пурнӑҫларӑн. Окопсем пушанса юлнине вӑл халь кӑна асӑрхарӗ. Эпӗ ӑна — пӗтӗм халӑх пекех пӗр кӗлӗпе кӗлтӑватӑп, терӗм. «Турӑҫӑм, улпутсене кирпӗч ҫӗклеме, чул ҫиме, вут сыппи ҫурса кӑларма вӗрент тесе кӗлтӑватӑп», — терӗм. Пурнӑҫ, чӑнахах, ман чӗре ҫине тарӑн йӗр хӑварса, ҫав пысӑк савӑнӑҫпа телей куҫҫульне ӗмӗрлӗхех хыҫа хӑварчӗ-ши? Вӗсен тӗнче уҫлӑхне вӗҫсе тухмалӑх хӑвӑртлӑхӗ ҫук — ак мӗншӗн вӗсем каялла ҫӗре ӳкеҫҫӗ. — Сӑмавар лартма пулать. — Аха! Гостиница пӗр аяккине тӑрса юлчӗ, эпӗ ҫаплах Воротниковски урамӗ тӑрӑх пыратӑп, унтан Садовой-Триумфальнӑя пӑрӑнтӑм та хамӑр шкул ҫумӗпе иртрӗм. Мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Соколов тухтӑр ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын, кӑвак куҫлӑ, сарӑрах ҫӳҫлӗ, каҫӑрӑларах тӑраканскер, уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ, кӑшт путишлерех ҫын, хавалӗ вӗресе тӑрать темелле, ҫӑмӑлттайлӑхӗ те пур. — Ҫапла, ку тӗрӗс, манӑн ытти ӗҫсем нумай, анчах синьора Грассини манӑн ӗҫе ытла та пысӑка хурать, — терӗ Джемма салху сасӑпа. Вӑтаннипе пит-куҫа пӗркелентерсе, эпӗ хамӑн алла вӗҫертесшӗн кӑлӑхах хӑтланнӑ хушӑра мана Сережа курнӑ пулсан, кӑмӑлӑм хытах хуҫӑлатчӗ, анчах куҫӗсем ҫине куҫҫуль тухиччен ахӑлтатса кулнӑ май кӑтра ҫӳҫ пайӑркисене хӗп-хӗрлӗ пичӗ тавра салатса янӑ Соньӑран эпӗ нимӗн чухлӗ те вӑтанмарӑм. Эпӗ утса пытӑм, кӗске мӑклӑ ҫаврака пичӗ ҫине пӑхса илтӗм, — пуҫӗнчи ҫӳҫӗ вӑрӑмрах, вӑл пуҫӗ йӗри-тавра кӗске кӗмӗл пайӑркасем пек сапаланса тӑрать, пиҫҫийӗ ҫинче пӗр ҫыхӑ ҫӑраҫҫи ҫакӑнса тӑрать. Мана пӗлнӗшӗн ӳкӗннӗ-и эсӗ? Мана курнӑранпа урӑх хӗрарӑм пирки шухӑшланӑ-и эсӗ? — Пӗр самант та! Мӗн эсӗ, хӗҫпӑшалпа туртса илмесӗр, сӑмахпа калаҫса татӑлма пулмасть терӗн-им? Ҫакса вӗлермелли виселицӑсем ҫинчен, асаплантарнисем ҫинчен, штормсем ҫинчен, Типӗ Торпугӑсем ҫинчен, Караиб тинӗсӗнчи пиратсем ҫинчен, вӑрӑ-хурахсен йӑвисемпе вӑрӑ-хурахла пултарулӑхсем ҫинчен каланисем — унӑн чи тискер калавӗсемччӗ. Ҫавӑн пек хаяррӑн юнаса каланӑ пирки амӑшне вилӗм пек сивӗ ҫӳҫентерсе илчӗ. — А! «Анчах Христос ячӗпе тата святой Мария ячӗпе пӗр татӑк ҫӑкӑр пар!» Акӑ мӗн пулать: ҫур Раҫҫей хром атӑ тӑхӑнса ҫӳрӗ, йыт ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ чӑлха тӑхӑнакан ревматизьмӑран ӗмӗр-ӗмӗрлӗхех сывалӗ. — Ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ те вӗсем, ҫакса вӗлереҫҫӗ. — Эпӗ Инсаров. Вӑл пире юратма пӑрахнӑран ӑш вӑркама пуҫларӗ те, манӑн ҫакӑн ҫинчен ӑна каласа парас килчӗ. Александр Анисимович ют ҫӗршывран десант килет, тет, Кубань тӑрӑхӗнчен те пулӑшӗҫ, тет, сӑмахӗпе илӗртет те, кайран хамӑра йывӑр килмӗ-ши? Чӗре сасартӑк чӑмӑртанса ларчӗ, тапма пӑрахрӗ, унтан мӑлатукпа шакканӑ евӗр ӗҫле пуҫларӗ. Ун йӗрмӗшӗвӗ ҫумне хӑй кӳренӳ-ҫӑхавӗсене хутӑштарать йӑмӑкӗ, Нефтис ама-турӑ, хӑватлӑ Тоот та, ҫутӑ Гор та, Горизит, ама-турӑ ывӑлӗ. Тӗтре хӑвӑрттӑн сирӗлсе пырать. Уйӑх куҫа шартарса ҫутатать. Эпир тарнӑ чухне пирӗн малтанхи утӑмсене пытарас тенӗ пекех, сӑрт хушши хыҫӗнче тата трактир алӑкӗ патӗнче ҫеҫ ярӑнса тӑракан тӗтре хупӑрласа тӑрать. Ӳсӗр ҫын пек тайкаланса, урисене лӑнк-ланк пускаласа, Корчагин станци еннелле утать. Анчах юлашкинчен вӑл бойницӑн аялти хӗррине ҫити хӑпарса ҫитрӗ. — Вӗсем утпа-ҫке! — йывӑррӑн каласа хучӗ Огнянов. — Ҫапла, — килӗшрӗ Николай Петрович: — вӑл хӑйне юратать. Вӑл кушак пек мӑшлатса илчӗ те, кушак пекех, пӗр сассӑр тухса карӗ. — Эпӗ хамӑн ҫамрӑк капитана, — пуҫларӗ Негоро, — юлашки хут саламлассине хамӑн тивӗҫ тесе шутларӑм. Вӑл кунта «Пилигрим» ҫинчи пек хуҫаланайманшӑн пӗрле хуйхӑрнине пӗлтерес терӗм. Дик хирӗҫ чӗнмерӗ, Негоро малалла калаҫрӗ: — Мӗнле, капитан, нивушлӗ хӑвӑрӑн унчченхи кокна паллаймарӑр? — Эсир чеченецсем патӗнче нумай пурӑннӑ-и вара? Фабрикӑран таврӑнсан, вӑл кунӗпех Марья патӗнче пулчӗ, ӑна ӗҫре пулӑшса, вӑл пакӑлтатнине итлерӗ, каҫ пулса ларсан тин хӑйӗн килне таврӑнчӗ, — килте пушӑччӗ, сивӗччӗ, кичемччӗ. Вӗсем ӗҫрӗҫ, унтан татах ӗҫрӗҫ, татах, ӑна Мускавран ӑсатнӑ чухнехи пекех, крыльца умӗнче — ямшӑк чупакан тройка тӑчӗ. Хӑйсен батарейисенчи ҫынсене Вланг 2-мӗш оборонительнӑй линире тӗл пулчӗ. Ку чӑнах та таса мар, улах вырӑн ӗнтӗ. Ӑна кала: вӑл эмиграцинче пурӑнакан де-Гер маркизӑн замокне ҫирӗплеттӗр. Ну, калӑр-ха, юлташлӑхӑн мӗнле законӗпе Говитӑн та Уиткомбӑн вилӗмӗпех пӗтме тӗл килнӗ? Алӑкӗ кӑнтӑр енче, ӑна ҫӑрапа питӗрнӗ. Вутпа перекен пӑшал мӗн тунине вӗсем пӗлеҫҫӗ пулас. Пӗвӗме кура мана 17 ҫулта шутларӗҫ те, эпӗ слесарь ҫумӗнче ӗҫлекен пулса тӑтӑм. Лиза ӑна пит юратнӑ, унран нимӗн те пытарман, хӑй мӗн тӑвас тенине унпа пӗрле канашланӑ, пӗр сӑмахпа каласан, Настя Прилучино ялӗнче французсен трагединчи наперсницӑсенчен темиҫе хут ҫӳлте тӑракан ҫын пулнӑ. — Ҫапла. Унӑн ӑна нумай ачаш сӑмах каласси килчӗ, анчах чӗрине хӗрхенӳ хӗссе лартрӗ те, сӑмахсем чӗлхе ҫине тухмарӗҫ. Мана санран уйрӑлса кайма йывӑр, манӑн сан ҫинчен ырӑпа аса илес килет. Прусси королӗ Европа кун-ҫулне татса параканни пулса тӑрать. Вӑл ҫӗре выртрӗ те шоссе тӑрӑх печӗ. Сан кил хуҫи арӑмӗн пахчине вӗҫсе кӗрет-и е тата мӗн? Халь ӗнтӗ вӑл, г-жа Лорӑпа тытӑҫса пӑхнӑ хыҫҫӑн, никама та ахаль ирттерсе яман. Министрсене хӑйсем ҫивӗччине кӑтартма приказ парсан, ҫакӑн пек хӑрушлӑх тата ытларах пысӑкланать. Пӗр-пӗринчен ирттерес тесе, вӗсем пит тӑрӑшса хӑтланма тытӑнаҫҫӗ те, вӗсенчен хӑшӗ те пулин вӗҫерӗнсе ӳкменни сайра иртет. Илтетӗр-и? — яштах чӑсӑлса тӑрса кӑшкӑрчӗ Марийка. Законсӑр влаҫа ҫирӗплетнӗ чух, ӑна законлӑ тӑвас тесен, мӗнпурри те права санкцийӗ ҫеҫ кирлӗ. Тата, пансем, уринчен ытла йӗркелӗх тытӑр. Ҫӳлте вӗҫекен тӑхӑр пӗчӗк самолёт ҫине ҫаврӑнса пӑхма ҫӗр ҫинчисен вӑхӑт пулман, унта вӗсем хӑйсен йывӑр ӗҫне тӑваҫҫӗ. Вӑл сӑваплине тата ватӑлса вӑйсӑрланнине кура сутаканӗ кӗнекеҫӗсене тӳрех шанатчӗ. Анчах эпӗ ӑна хам Филиппа нихӑш енчен те пӗр пек мар пулни ҫинчен тата манӑн пӗр капуцин та ҫукки ҫинчен каласа ӑнлантартӑм. Вӑл хӑйне тивӗҫлине аван пурнӑҫларӗ, Антуко перевалӗ мулсене каҫса каймалла мар пулнишӗн катапац айӑплӑ мар. Анчах эсир халех пӗлсе тӑнӑ пулӑр: хам илсе килнӗ какая эпӗ тивӗҫлипе валеҫӗп. Беглых Войсковойнелле тухса вӗҫтерчӗ. Ун тачанкин кустӑрми йӗррисене ҫил вӗрсе типӗтме те ӗлкӗрейменччӗ, виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадире, хыпӑнса ӳкнӗ Агафон Дубцов чупса пычӗ. Кӑмӑлсӑр пулнипе тӗксӗмленсе, сехет вӑчӑрипе вылякаласа, вӑл хӑйне хӳтӗлемелли сӑмахсем шырарӗ. Паллах, ял хӗрарӑмне суясси темӗнех мар, анчах сире эпӗ улталаман пулӑттӑм. Анчах 64-мӗш номерлӗ полицейски Крэнкбиле ӗнсерен ярса та тытнӑ ӗнтӗ, г-жа Байяр вара, тӗрмене сӗтӗрсе каякан ҫынна укҫа тӳлеме кирлех те маррине тавҫӑрса илсе, вунтӑватӑ су укҫана саппун кӗсьине персе чикнӗ. Эпӗ кӑштах хӑюланса ҫитрӗм, пирӗн вӑй мӗнпе пӗтесси ҫинчен те шухӑшлама пуҫларӑм. «Паллах ӗнтӗ, эпӗ чылай вӑхӑт хушши тытӑнса тӑма та пултарӑп, анчах халех-и е каярахпа-и вӑл мана вӗлеретех», тесе шутларӑм. Кӗскен кӑна каласан, ӳсӗр эп… ӳсӗр, ну, мӗн пек тейӗпӗр… Уралец ӑна пуртӑ тыттарчӗ. Вара мана пиччен юнланса пӗтнӗ ӳчӗ патне ҫӗклесе пырса вырттарӗҫ. Кардинал ӑна хулпуҫҫинчен ҫемҫен тытни вут пек пӗҫертсе илчӗ, ҫавӑнпа та вӑл пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе чӗтресе кайрӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, халӗ унӑн пӗр хурт-кӑпшанкӑ та ҫук. Пӗрре те! — Ха-ха-ха! — тесе йӗрӗннӗ пек кулса ячӗ Кольхаун. Йӑнӑшатӑп пулсан ӑҫтаччӗ те. Кивӗ парк урлӑ каҫнӑ чух вӑл чечексем таткаласа пычӗ. Сисмесӗрех садлӑ икӗ урам хӗресленнӗ ҫӗре ҫитсе тухрӗ. — Пире пурне те. — Килйышӗ пур-и унӑн? Ман ҫине ҫилленни иртсе кайнине эпӗ санӑн куҫусенченех куратӑп. — Ҫитӗ сана, сӳпӗлти! Ӑҫта каятӑн? Анчах хӗрарӑм художник ыйтнипе пачах килӗшесшӗн мар пулчӗ курӑнать, вӑл ун вырӑнне тепринче ытларах ларма сӑмах пачӗ. «Пӗлесчӗ манӑн вӑл мӗнле чӗрчунне! Унӑн, мӗскӗнӗн, пӗрремӗш уйӑхрах ҫие юлчӗ пулсан тата эпир ҫаплах сысналла хӑтланса пурӑнма пӑрахмарӑмӑр пулсан, — епле-ха ҫакӑ усал ӗҫ туни ан пултӑр? Ҫӑмӑл тетне? Вӑл пурнӑҫне хӑй юратакан ҫынсемшӗн усӑллӑ тума пултараймарӗ пулсан, вӑл ӑна хӑйне те кирлӗ мар, вилесси ҫеҫ юлчӗ! — Эсир, Кроссман, ытла шутсӑр аристократ. Эпӗ чӳречерен пӑхрӑм. Икӗ сехет иртсен, касӑн пирвайхи мӗлкисем сӑртсен тайлӑмӗсенче сисӗнме пуҫларӗҫ. Хаклӑ минут килсе тухсан тата пулас ӑрусене каласа памалӑх чаплӑ ӗҫ умӗн мӗнпур козак ӗҫме пултартӑр тесе, вӑл ҫак асӑнмалӑх эрехе запаслӑх илнӗ хаклӑ минутра ҫын чӗрине чаплӑ туйӑм тултӑр, тенӗ. Вырӑссем ҫав замока Черчиле вырнаҫтарчӗҫ. Эсӗ симӗс суханпа пӗҫернӗ кукӑле юрататӑн-и? Таверна хуҫи вӑл кам пулнине пӗлсе, ыйтусене хирӗҫ пит юрама хӑтланса ответлерӗ. Эпӗ акӑ мӗн тума сӗнетӗп: паянах пӗтӗм пухупа йышӑнса, усал шухӑшпа выльӑх пусакансене персе пӑрахмалла тума ыйтас пулать! Том хут листи туртса кӑларчӗ те унта ҫырнӑ тупа сӑмахӗсене вуласа пачӗ. — Аня! Тен вӑл ҫав тетрадьрен хӑйӗн тӗрӗслӗхне кӑтартакан пӗр сӑмах та пулин тупасса шаннӑ пулсан, кам та пулин питӗнчен сурнӑ пулсан, Катя ӑна хӑйӗн амӑшне вӗлернӗ тесе шутланӑ пулсан, вӑл ҫав шухӑша пӑрахӑҫа кӑларман пулӗччӗ. Мистер Морис Джеральд, е тата Мак-Свини, е тата О`Гогерни — хӑть те вӑл мӗн ятлӑ пулсан та, — сан шӑлнуна вӗлернӗшӗн айӑпланса, судра карлӑк хыҫӗнче тӑрӗ. Ҫӑва патнех пултӑр ҫав акӑш-микӑш. Канцеляринчи ҫыруҫисем те чернил кӗленчи вырӑнне тыткалакан ҫӗмрӗк бутылка тӗпне ӳпӗнтерсе чернилне тӑкса ячӗҫ, судья, шухӑша кайса, чернил кӳленчӗкне пӳрнипе сӗтел тӑрӑх сарса ларать. Тупӑкҫӑ ӑна уншӑн вунӑ пус кучченеҫ панӑ, хӑй хӑпӑл-хапӑл тумланнӑ та, извозчик илсе, Разгуляйа кайнӑ. — Ҫапла, тӑванӑм, — терӗ вӑл: — акӑ мӗнле вӑл феодалсемпе пурӑнасси, ху та феодала ҫакланӑн, рыцарьла турнирсене те хутшӑнӑн. — Авӑ, Павлуш тавӑрӑнать, — терӗ Федя. — Тимӗр шапана пӗлетӗн? Давыдов крыльца ҫинчен анчӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тата вӑл, ҫав шухӑшсемпе пӗрлех, чӗрене кӗрсе юлнӑ суккӑрсен ӗсӗклӗ юрри ҫинчен те аса илетчӗ. Пӗр миля хушши кайсан, — чӑн та ӗнтӗ, час-час кана-кана кайсан, — вӑл тискер кайӑк йӗрӗ ҫине тухнӑ. Суд пырать! — Кунта Генрие тупатӑп пулӗ, тен, тесе шутларӑм эпӗ. Анчах кашни хутах эпӗ старикпе ҫынсем ҫинчен, хамӑн шухӑшсем ҫинчен ним пытармасӑр-тумасӑр калаҫсан, вӑл ырӑ суннӑ пекле итлесе ларса, эпӗ мӗн каланисене приказчика каласа паратчӗ, лешӗ вара мана кӳрентермелле мӑшкӑласа кулатчӗ е ҫиленсе вӑрҫатчӗ. — Шеллетӗн-им? Пӗр сехет иртсен, пичче эпир мӗнле хӑвӑртлӑха ишсе пынине тӗрӗсех шутласа кӑларма пултарчӗ. Адвокатсенчен пӗри ура ҫине тӑрса:— Эпӗ ыйтма пултаратӑп-и? — терӗ. Пӗчӗк старик такамран ыйтать: — Сирӗн нимӗн те ҫук-и? Эсӗ, Давыдов, пӗр эрнелӗхе ман бригадӑна пар-ха ӑна. Эпӗ ӑна лобогрейка ҫине ывӑтса пыма лартӑп, хам лашасене тытса пырӑп. Ку питех те аван, анчах эпир вӑрттӑн типографисемпе ӗҫлесе курнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та вӗсем мӗнле… — Ҫук. — Ҫтаппан… — айӑплӑн кулкаласа ответленӗ мужик. «Апла тесессӗн, мӗн тӑвасси юлать-ха манӑн? — ҫилленнӗ пекех, хиврен ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. Ҫак сасӑ ҫакӑнта, шӑплӑхра, пӗр чӗр-чун та ҫук ҫӗрте илтӗннинчен тӗлӗнмеллех ҫав, ҫавӑнпа ӗнтӗ Дегтярев хулпуҫҫийӗпе стена ҫумне пӑчӑртанчӗ те, сывлама пӑрахсах, итлеме пуҫларӗ. Оленин ӑна уйӑх ҫутинче пӗр самант хушши ҫеҫ курса юлчӗ. Анчах вӑл ӗнтӗ хӑйне хӑй те хуҫа мар. Кӑкӑрӗ умне вӑл академи значокӗ ҫакса янӑ. Урӑхла каласан, эсӗ хӑвна айӑплӑ тесе шутламастӑн. Тӗрмере ларакансем патне пырса пӑхни… Чӑнах та ҫапла! Балкон айӗнчи ылттӑн читлӗхре ларакан хӑлат та куракансен шутнех кӗрет: сӑмсине айӑккинелле чалӑштарса хурса тата хӑрах урине ҫӗклесе, вӑл халӑх ҫине тинкерсе пӑхать. Эпӗ Монтепэн кӗнекине салтак патне леҫрӗм, мӗн пулнине ӑна каласа кӑтартрӑм. — Халь ав, — каллех сӑмах хушрӗ Николаев: — ваше благородие ӑсатса яма хушрӗ. Панкратовпа Ольга урам тӑрӑх аялалла анса кайрӗҫ, соломенецсем ту ҫинелле хӑпарчӗҫ. Ҫак шухӑшсем Радӑна йӑлтах хӑратса пӑрахрӗҫ. Вӑл машинӑна курӑк ҫине, хурӑн айне, ҫавӑрса хучӗ те, уҫӑ кӑларса, темӗскер пӑркалама тытӑнчӗ. Анчах вӗсен вӑйӗсем тан пулман, учителӗ яланах ҫӗнтерсе пынӑ. Хурланнипе куҫҫуль шӑпӑртата пуҫларӗ. Ҫитӗнӳ хавхалантарать, ӗҫ ӑнманни — уртарса ярать. Хула халӑхӗ мӗнпур вӑйпа хирӗҫ тӑма шутларӗ. Ҫынсем тӑшмана киле кӗртиччен хамӑр пӳрт умӗсенче, хула урамӗсемпе площадӗсенче вилсе выртатпӑр, тенӗ. Акӑ хайхи — эсир иккен унта! — Нимшӗн те нимӗн те тав тумалли ҫук! — Ҫапла, ҫапла! — кӑшкӑрашрӗ пӗчӗк Джек та. — Йытта ҫӑлмалла! Эсӗ ӑнланатӑн-и? Анчах халӗ, Петровичпа Якова кӑларса янӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑй пурне те кансӗрле пуҫланине, унпала никамӑн та выляс килменнине, хӑй ҫине пурте илемсӗррӗн пӑхнине туйса илнӗ. Ан ҫиллен ӗнтӗ, Макарушка, вӑл ман юлашки ыйту. Мана чӗререн служить тӑвӑп, тесе сӑмах паратӑн-и эсӗ? — Тата, юлашкинчен, эпир indien — индеец тесе ӑнланакан indi сӑмах пирӗн юмахӑн тупсӑмне ҫирӗплетсе памасть-им? — Вӑт, курасчӗ санӑн чӗре вылянине, — эсӗ яланах чӗре ҫинчен калатӑн вӗт! Ҫивӗч. — Каллех! — терӗ батарея командирӗ, тарӑхса ҫитнипе хай хута сӗтел ҫинелле ывӑтса. — Кам ҫинчен калаҫатӑр эсир? — хутшӑнчӗ Евдоксия. Вӗсем пӗр хушӑ чӗнмерӗҫ. — Юрӗ апла! — килӗшрӗ Кузьмичов та. Ашшӗ-амӑшӗнчен куҫнӑ, уҫӑмлӑ мар «пулма пултараслӑхра» тӗлӗрекен вӑйсем, ҫутӑ пайӑрки пӗрре ӳксенех хирӗҫ ҫӗкленме хатӗрскерсем, таҫта чӗре тепӗнче, вӑрттӑн ҫӗрте ним хускалмасӑр выртнӑ. Ну, ӗҫӳсем мӗнле? — Пӑрахса пар, Васятка! Вӗлеретӗп сана, йытта! Вӑл тин ҫеҫ хӑйӗн кукамӑшне пытарнӑ темелле! Ҫӗршыв ҫинчен ҫырса пӗлтерни. — Малалла кайӑпӑр, — терӗ географ. Ӑна портретсемпе ҫын сӑнӗсем йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ ӗнтӗ, ӳкерттерекен ҫынсем мӗнле ларнине вӑл пӑхмасӑрах вӗренсе ҫитрӗ. Вӑл хӑюллӑн пӑхнинче те ҫирӗп сассинче темӗнле хӑрушлӑх пур пек туйӑнчӗ мана. Андрей тӳссе тӑраймарӗ, ӑна хулпуҫҫинчен тытса, алӑк патӗнчен шалалла туртса кӗртрӗ. Ун пек канӑҫсӑр стариксем пире кирлӗ, вӗсене ҫамрӑксем хаклаҫҫӗ… Алӑк умӗнче Павел тӑрать, Тоня ӑна часах палласа та илеймерӗ. Эпир вара — вӑл тата эпӗ договор турӑмӑр — эпир акӑ сирӗн ӗҫме-ҫимесене, сирӗн брэндине, сирӗн крепосте, чылайлӑха шутласа касса хатӗрленӗ вуттӑра пӗтӗмпех илтӗмӗр, сирӗн киммӗре, рейсенчен пуҫласа кильсон таранчченех илтӗмӗр. Унта каласа парӑп. Вӑл каҫ пулсан тин питӗ ывӑнса, анчах та тулли кӑмӑлпа таврӑнчӗ. Анчах Гарри Грант тата унӑн икӗ матросӗ вӗсемпе пулмаҫҫӗ. Дымов, тӑрса, вут тавра уткаласа ҫаврӑнчӗ, унӑн уттинчен, хул лапаткисем мӗнле хускалкаланинчен вӑл тунсӑхланине, пӑшӑрханнине сиссе илме май пулчӗ. — Мӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ! — шухӑшларӗ Петр. — Турӑ ҫумӑр кирлӗ вӑхӑтра ҫутармасть. — Хӑранӑ пек туйӑнмарӗ. Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ ыйтнӑ таран тӳлӗттӗм, — тенӗ Владимир. Пӗр ача, куҫлӑх тӑвакан ӑстаҫӑн ывӑлӗ, икӗ енчен те тулалла тата шалалла авӑнчӑк кӗленчесемпе вылянӑ. — Хамӑн ишевсем вӑхӑтӗнче эпӗ ку вырӑнсенче пӗрре те пулман, вӗсене лайӑх пӗлекен ҫынсене те курман. — Пӗлетӗп. Вӗсем пӗр-пӗрин аллине хыттӑн чӑмӑртарӗҫ. — Итлетӗн. Анчах ҫак вӑхӑтра Билл сасси илтӗнчӗ: — Тӑхта-ха, — терӗ вӑл, — эсӗ ӑна ухтартӑн-и? Ун чух король ӑна каллех ҫавӑрса илет, тепре вӑрламалли май тупӑнасса кӗтсе илеймӗн вара. Тупӑ чарӑнчӗ. Сивчирпе асапланакан е кӑмӑл хистевӗпе ӳсӗрӗлнӗ ҫын аллинче вӑл ӑшӑнса каять те хӗрлӗ ҫулӑмпа ҫунма тапратать. — Мӗншӗн парӑнасшӑн мар эсӗ мана? Пӗркеленчӗксемпе витӗннӗ пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхать. Церера ҫинче Франци, Итали, Германи, Англи ҫӗршывӗсене вырнаҫтарма пулать, тата Швейцари пек пӗчӗк ҫӗршывсем валли те самаях вырӑн юлнӑ пулӗччӗ-ха. Грассини петицишӗн алӑ ҫӗклет, Галли — хирӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах мана халӑх хушшинче «ӑслӑ, ырӑ, ӗмӗрлӗх» ӗҫсем тӑвас кӑмӑл канӑҫ памастчӗ. Авалхи стариксем вӗсене хӗллехи вӑрӑм каҫсенче ӑшӑ кӑмака ҫинче ларса ачасене хӑрушӑ юмахсем кала-кала кӑтартнӑ вӑхӑтра шухӑшласа тупнӑ-ши? Паллах, ученӑй термитсен хӑтланӑшӗсене аван пӗлет, шухӑшӗпе йӑнӑшма пултараймасть. Вӑл алӑк патне пычӗ те ӑна туртса силлеме пуҫларӗ. Вӑл, ҫирӗп урай тӑрӑх мар, сывлӑша ҫакнӑ канат тӑрӑх утнӑ пек пычӗ. Ҫавӑн пек утма пӗлменни ӑна тата ытларах урӑх тӗнчери чӗрчун евӗрлӗ пек турӗ. Хӗрарӑмсем халсӑр, анчах та ача амӑшӗсем вӑйлӑ. Иртнине асӑнтаратӑп Вырӑссен авалхи юрринче шӑпа ҫинчен юрлаҫҫӗ те, эпӗ хуть фаталист мар, ҫапах хам вилни ҫинчен «Красные соколы» хаҫатра хамах вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав сӑмах ирӗксӗрех пуҫӑма килсе кӗчӗ. Костя ассӑн сывласа илчӗ те куҫне хупрӗ. Чылай пархатарлӑ ҫынсем ӑна хирӗҫлесе татӑклӑн калаҫнӑ, ҫынна юратса хисепленӗ ятпа Европӑри ҫӗршывсене негрсен чуралӑхне пӑрахӑҫлакан саккуна йышӑнма сӗннӗ. Виле тупнӑ кунне ирхине ирех Мефф Поттер аллисене ҫуса тӑнине куракан свидетеле чӗнтерчӗҫ. Свидетель: «Мана курсан, Мефф Поттер тӳрех чупса кайрӗ», — терӗ. Фабрикант Артамонов ӑна хирӗҫлесе каланӑ: «Тихон шухӑшӗсем кусем». «Глеб пуп та ҫавнах каланӑ, Горицветов та, тата ыттисем те нумайӑшӗ ҫавнах каланӑ. Ӑна ҫавӑркаларӗ, вӗри шывпа сапрӗ, мунчалипе ҫав тери киленсе сӑтӑрчӗ, — вара часах ун аллисем шӑмӑллӑ кӗлетке ҫинче нӑтӑртатма пуҫларӗҫ. Алӑка шаккарӗҫ. Валя ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Сизов Павел амӑшне каласа пычӗ: — Пире, стариксене, масар ҫине кайма вӑхӑт, Ниловна! Ҫӑварӑра нихӑҫан та уҫмастӑр пулӗ ҫав эсир, шӑршӑ кӗрет пулмалла унтан? Ҫӳлелле, мачча таранах, стенасем, колоннӑсем пекех, ик Египетӑн та шараҫласа тата сӑрласа пӗтернӗ туррисен символӗсемпе чӑп-чӑпӑррӑн тулса ларнӑ. Кил хуҫи арӑмӗ аллипе ҫеҫ сулчӗ те тӳрех тӗпсакайне уҫма тытӑнчӗ: — Мотря, тавай кунта! Эпир юратакан япала, тен, вӑл ҫав тери лайӑхах та пулман-и, анчах ҫирӗм улттӑн-ҫке эпир, ҫавӑнпа хамӑршӑн хаклӑ япалана пирӗн яланах ыттисемшӗн те тап-таса тӑвас килетчӗ. — Начальство тата тепӗр вунӑ ҫынна илсе каясса кӗтмелле-ха! Ҫакнашкал туйӑмпа пӑха пуҫларӑм эпӗ Сен-Жером ҫине. — Кунтан хӑвӑртрах тасалсан аван пулӗччӗ пире, хамӑрӑн мӗн пуррине илсе, ирхине виҫӗ сехетсенче тухса шӑвӑнмалла та анаталла вӗҫтермелле. Аван пурӑнатпӑр эпир сулӑ ҫинче! — Эс вилетӗн-и мӗн? Эпӗ чӳрече патне васкаса ыткӑнтӑм та уҫса ятӑм. — Сывалса ҫитеймерӗ вӑл, ҫаплипех вӑрҫа тухса килчӗ, — терӗ Ковальчук. Ывӑлӗ нимӗн те чӗнмерӗ, вӑл, хӑйӑра пӗр ывҫи ҫинчен тепӗр ывҫи ҫине юхтарса, хӑйӑртан сархайнӑ чӑрӑш йӗпписене уйӑрса илчӗ, унтан вӗсене ывӑҫ тупанӗ ҫинчен вӗрсе антарчӗ. — Чи майлӑ ҫулпа, мӗнли тупӑнать, ҫавӑнпа. Паллах, хӑнасем пур чухне Варенька ман ҫине хӑйӗн тимлӗхне хамӑр кӑна пулнӑ чухнехинчен сахалтарах уйӑрать, — хӑнасем пур чухне кӗнеке вулама та, музыкӑпа йӑпанма та май килмест, музыка итлеме вара эпӗ питӗ юрататӑп. Ывӑлӗ вара ӑна:— Ӑспа мухтанмасӑрах, кун пек калаҫусемсӗрех пурӑнса ирттерме пулать… — тесе, тата ытларах кӳрентернӗ пек тунӑ. Ҫӗр тенкӗ! Ӑна тутанса пӑхрӗ те хӗпӗртесех кайрӗ: ку вара шӗвеклетнӗ вутпа пӗрех. Вӗсем иккӗшӗ те килкарти урлӑ пӳрт еннелле утнӑ вӑхӑтра Лещинский хапхи умне коляска ҫитсе чарӑнчӗ. Коляска ҫинчен адвокатпа арӑмӗ тата вӗсен ачисем — Неллипе Виктор анчӗҫ. Пурте куҫҫульпех йӗреҫҫӗ Ҫӗнӗ хыпар самантрах хулана сарӑлчӗ, пур енчен те халӑх васкасах пухӑнать, хӑш-пӗрисем сюртукӗсене те чупнӑ ҫӗртех тӑхӑнаҫҫӗ. — Барыня! Вӗсен ачасене, вӗсен лайӑх ҫар ҫынни е лайӑх сунарҫӑ пулас тесен, мӗнле пурӑнмалли ҫинчен вӗрентмелле пулнӑ; кунсӑр пуҫне вӗсен ачасене вӑрҫӑ ӗҫне тата ҫар ташшисене вӗрентмелле пулнӑ. Тӳпемрен каҫсан, Виле варӗ патӗнче, юр ҫине выртса юлнӑ вӑкӑр тислӗкне асӑрхарӗ, лашине чарса тӑратрӗ: тислӗкӗ ҫӗнӗскер, ӑна ҫӳхе пӑр ҫурхахӗ тин кӑна карса илнӗ. Вара ҫаплах калаҫма чарӑнмасӑр, вӗсем иккӗшӗ те Нагульновсен калинккинчен кӗрсе кайрӗҫ. — Ним тума та ҫук пулсан, ӗҫлес, кӗрешес пулать. — Пит те тӗрӗс. Ҫӳллӗ карта кӳлӗ ҫумӗпе ҫаврӑнса, икӗ еннелле сарӑлса тӑракан икӗ ҫунат майлӑ инҫетелле кайнӑ. Округран нимӗнле кӑтартусем те ҫук. Эп куҫса килесшӗн марччӗ, тем пек килесшӗн марччӗ! — Эсӗ пытанса ҫӳретӗн-им унта? Вӑт ухмах! Ашшӗ тӑчӗ те, пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах, Тимура алӑ тытрӗ. — Мӗн чул процент илессе ӗмӗтленетӗн? — ыйтнӑ старик. Вӑл хӑйне тӗл пулакансене сиввӗн пӑхса илчӗ, вара клуба кайрӗ; Анна Васильевна хӑй патне Еленӑна чӗнтерчӗ, ӑна ыталаса хурлӑхлӑн макӑрса ячӗ: — Пурне те майлаштартӑм, вӑл халь сӑмах хускатмасть… тата кунтан тухса кайма… пире пӑрахма… сана ним чухлӗ те кансӗрлемест. Темиҫе минута хушшинчех Морис-мустангера юман туратӗнчен, ун пуҫӗ тӗлӗнчех карӑнса тӑракан туратран ҫакса ярӗҫ. Ҫул ҫырав пӗлтерет: «Вӗсем ҫӑмартасенчен тухаҫҫӗ, — ҫав тери ҫӳллӗ, хура ҫӳҫлӗ. Пӗр ҫул иртнӗ, тепӗр ҫул, анчах вӑл ҫаплах-ха чӑркӑшланса тӑнӑ. Унӑн юлташӗсем хускалкаласа илчӗҫ. Ҫак каласа панӑ драконсемпе Горыныч-ҫӗленсем пӗлӗт айӗпе вутлӑ ҫунатлӑ вӗҫнӗ имӗш, вӗсене хирӗҫ харсӑр паттӑрсем кӗрешнӗ. Ҫавна асӑрхас пулать, — терӗ. Пӑрахут сулӑсем ҫуммипе хумсем ҫаптарса, малалла ирте-ирте кайнӑ. Унӑн тусӗсемпе тӑшманӗсем вара — вӗҫен кайӑксем, тискер кайӑксем, хурт-кӑпшанкӑсем, шуса ҫӳрекен чӗрчунсем, — ку тискер кӑйӑк ахӑрнине пӑхмасӑр, каллех хӑйсен хӑлхана питӗрекен концертне пуҫласа янӑ. Мӗлке ҫинче ула курак ларать те вӑл та мӗлкепе пӗрлех куҫ умӗнче ҫаврӑнать, ҫак тӑрӑхла куҫлӑ хура майра ман умра пулмасан, тӗнчере пӗтӗмпех ытарма ҫук лайӑх тенӗ пулӑттӑм. Вӑл саншӑн тесен пуҫне хума хатӗр. Негрӗ кайӑкла шӑхӑрать. Сассине вӑл, кайӑк пекех, тӗлӗнмелле лайӑх янраттарать, ун пек тумашкӑн чӗлхене час-час ҫӑвар маччи ҫумне тӗрте-тӗрте илмелле. Ҫакна епле тунине, вулаканӑм, ху хӑҫан та пулин арҫын ача пулнӑ пулсан, астӑватӑн пулӗ. Ӑна ак мӗскер кӑмӑла кайман, — вӗсем, унӑн тантӑшӗсем, ашшӗсенчен вӑрттӑн ӗҫсе, ашкӑнса ҫӳренӗ. Укҫисем вӗсен — е ашшӗсен кӗсйинчен вӑрланисем, е вӑрӑм сруклӑ вексельпе пысӑк процент парса тупнисем пулнӑ. — Ну, эпир камсем вара? Ҫаплах Андрей Разметнов та апатшӑн мар халӗ. Ҫак самантра вӑл хӑйӗн вӑйӗ пӗтсех килнине тата лайӑхрах туйса илчӗ, унтан вара, ним тума пӗлмен енне, питӗ васкаса, вӑчӑраран ярса тытрӗ те аялалла карт! туртрӗ. Ну, упӑшки ҫак ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ. — Вӑл? Варька эсӗ те! Вӑл пута пуҫларӗ. Егорушка, ҫурӑмӗ ҫине выртса, аллисене пуҫӗ айне хурса, тӳпенелле пӑхса пычӗ. — Эсӗ мӗнле? Питӗ лайӑх, граждан господасем, питӗ лайӑх! Анна хваттерне ҫитнӗ ҫӗре Батый тӑвӗ ҫинче автансем авӑтса ячӗҫ. Пурте хӑйсен вучах пӑнчи вырӑнӗсем патне пыриччен нумай вӑхӑт иртмерӗ, унтан калаҫу пуҫланчӗ; паллах, Грант капитан ҫинчен калаҫрӗҫ. Ку темӑн вӗҫӗ те ҫук. Ягуар хӑйӗн ҫинҫешке вӑрӑм ҫан-ҫурӑмне авӑнтарса, чӑтлах ӑшӗнчен ҫӗлен пек шуса тухнӑ. Хӑйӗн ӗмӗрӗнче вӑл хытӑ ҫилленнине малтанхи хут туйрӗ. Тата Сашенька пуринчен ытла Павелпа хыттӑн калаҫнине, тепӗр чух вӑл ӑна кӑшкӑрнине те асӑрхарӗ амӑшӗ. Мӗншӗн эсӗ капла ҫилӗллӗ-ха паян, Семеныч? Вӑл хӗрелекен пӗлӗт ҫине, ытти йывӑҫсенчен уйрӑм ларакан икӗ ҫамрӑк та пысӑк хыр ҫине пӑхса: «кӑнтӑрла хырсем кӑвакрах пулаҫҫӗ, каҫхине мӗнле симӗс те илемлӗ вӗсем!» тесе шухӑшланӑ хыҫҫӑн, Еленӑпа курнӑҫасса шанса, сада тухрӗ. Тинех ӗнтӗ санпа пӗр-пӗринчен уйрӑлмастпӑр. Ах, епле ватӑлса кайнӑ эсир!» — Э, акӑ мӗн иккен! — Кам? Пачӑшкӑн сӑмахӗ ҫынсен кӑмӑлӗсене ҫемӗҫтернӗҫемӗн хытӑрах ҫемӗҫтерсе пычӗ. Юлашкинчен вара пурте, пӗр ҫын пек пулса, ачасен хурӑнташӗсем хыҫҫӑн макӑрма тапратрӗҫ, пачӑшкӑ хӑй те тӳсеймесӗр кафедра ҫинче тӑнӑ ҫӗртех куҫҫульне юхтарчӗ. — Мӗнле начарланнӑ эсӗ, манӑн мӗскӗн Дмитрийӗм, — терӗ вӑл, унӑн питне аллипе шӑлса илсе, — сухалу мӗнле ӳссе кайнӑ санӑн! Ҫав самантрах тата пӗрин хыҫҫӑн тепри ултӑ пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ, вара восстани тума хатӗрленекенсем лашасем патне чакма пуҫларӗҫ. — Кӗрӗс! — илтӗнсе кайрӗ пӗрремӗш хут. Богс сывлӑшран тытма хӑтланнӑ евӗр енчен енне тайкаланса илчӗ. Кӗрӗс! — илтӗнчӗ тепӗр хут. Богс, аллисене сарса, ҫӗре йывӑррӑн та мелсӗррӗн тӗшӗрӗлсе анчӗ. Ҫыран патне ҫитсе ман сасӑ илтӗнмелле пулсан, карапсене кӑкарнӑ вӗренсен ҫыххине ҫӳле ҫӗклерӗм те: «Лилипутин хӑватлӑран хӑватлӑ императорӗ сывӑ пултӑр!» тесе хытӑ кӑшкӑрса ятӑм. Унтан вӑл ӑна сенӗкпе пӑр айӗнчен ҫиеле туртса кӑларнӑ. Анчах, аманнӑ хыҫҫӑн гварди капитанӗ пулса демобилизациленнӗ те, малтанхи ӗҫе кӗресшӗн пулман, — линие юсаса ҫитереймен пулин те, Калинин ячӗпе тӑракан колхоза электромонтёра кӗнӗ. Чӑрканса ларнӑ арӑм пӗтӗмпех юрпа витӗннӗ, ҫуна пуҫӗнче тапранмасӑр кӑптӑрӑнса пынӑ. Вӑрманӗ — хыр вӑрманӗ мар, нӳрӗ те пӑчӑ! — асӑрхаттарчӗ Софья. Анчах унӑн инкек-синкекӗсем ҫакӑнпах пӗтмелле пулман иккен-ха: хальхинче кӗсре ӳкмест, ун вырӑнне вӑл пачах тӗлӗнмелле сиккелеме тытӑнать. Ҫавӑнпа вӑл килсе каланӑ та… — Вара… Палатӑна вӑл хӑйпе пӗрле хаваслӑ шав нумай илсе пычӗ, анчах та куна вӑл никама та кӳрентермелле мар турӗ, пуриншӗн те вӗсем ӑна тахҫантанпах пӗлсе пурӑннӑ пек туйӑнчӗ. Ӗлӗк иртсе ҫӳремелле мар чӑтлӑх вӑрман ӳссе ларнӑ ҫӗрте плантацисем курӑнса кайнӑ. Хӑй шурса каннӑччӗ вӑл, куҫӗ ялкӑшса тӑратчӗ. Леш шлепкине хыврӗ те чӗнмесӗр пуҫне тайса илчӗ. Тепӗр чухне вӑл хавасланатчӗ — вара манпа ача пек ашкӑнма та хатӗрччӗ (вӑл кирек мӗнле вӑйлӑ хусканусене те юрататчӗ); пӗрре — мӗн пурӗ те пӗрре кӑна! — вӑл мана ҫав тери ҫепӗҫҫӗн ачашларӗ те, эпӗ кӑшт ҫеҫ йӗрсе ямарӑм… Ку тӗрӗсрех. Темскер пур пек те туйӑнать. Ку хӗнени, вӗлерни евӗрлӗ пулнӑ. — О, господин Паганель, — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт, ученый хумханнипе ирӗлсе кайнӑскер, — вӑл вӑхӑтра манӑн та ҫавӑнта пулас килет-ҫке! Миҫен вӗсем? Ун урисене курнине пула манӑн алат та ҫиес килми пулчӗ. — Хӑй ҫавнашкал киревсӗр япаласем ан калатӑр мана! Кантӑксене шал енчен палассемпе карнӑ. Хупписене хупса хунӑ. Халӗ эпӗ хамӑн хӑраса ӳкнӗ, шуралса кайнӑ юлташсен пит-куҫӗсене ахӑлтатса кулмасӑр аса та илейместӗп (паллах, манӑн пит-куҫ та ун чухне хӗрлӗ тӗлӗшӗнчен уйрӑмах пулман пулмалла); анчах вӑл самантра, тӳррипех каламалла ӗнтӗ, кулас шухӑш манӑн пуҫӑмра та пулман. Такам Мускавран (Силвио ӗҫӗсене туса тӑракан шаннӑ ҫын пулмалла) хайхи паллӑ ҫын часах ҫамрӑк хитре хӗре качча илесси ҫинчен ҫырса пӗлтерет. Хула хапхи патне ҫитрӗмӗр. Хуралҫӑсем пире чарса тӑмарӗҫ; эпир Оренбургран тухса кайрӑмӑр. — Мӗн туса пурӑнаҫҫӗ вӗсем? Акӑ вӑл каллех Нью-Йорка килсе ҫитрӗ, пӗччен, пулӑшусӑр, кил-ҫуртсӑр та укҫасӑр. Мӗн тумалла ӗнтӗ унӑн? Ку мана тӗлӗнтерчӗ. Ҫук, ҫук, ӑҫта та пулин канмалли, ҫар службин йывӑр та ӑнланмалла мар ӑссӑрлӑхӗнчен тарса пытанмалли май-меслет ҫеҫ ку вӑл… Сывлама йывӑр пулса кайрӗ. Керменӗн шутсӑр нумай пӳлӗмӗсем тӑрӑх кӗҫех ҫынсем вутсемпе чупкалама пуҫланӑ. Мӗнле хаваслӑ та хӑвӑрт иртсе каятчӗҫ хӗллехи каҫсем!.. Анчах лешӗ пачах урӑх япала ҫинчен калаҫма пуҫларӗ: — Капла пӑхсан — чӑн-чӑн председатель пекех эсӗ, шаларах пӑхсан варӑ — колхозра эсӗ председатель мар, таҫтан килсе вӑрӑннӑ ҫын пек. Большевиксен пӗчӗк ушкӑнӗ вунтӑхӑр ҫын — пӗтӗм районра совет йӗрки тӑвас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлет. 1864 ҫулхи сентябрьте эпӗ О'Мур фермине пырса кӗтӗм. Пит сайра чухне кӳренсе ҫилленекенскер, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе епархири священниксем янӑ ҫырусене пӑхма пуҫларӗ, анчах вӑл часах ҫав хут куписене хӑй умӗнчен тӗртсе хучӗ те, сӗтел ҫине таянса, питне аллисемпе хупларӗ. Хатӗр-и эсир? Турӑшсене килте ултавшӑн кӑна ҫакса усратӑр. Час-часах ҫӗрле, мӑлатукпа шуҫ листи ҫине ҫапнӑ пек, револьвертен пени янӑраса каять, е камӑн та пулин карланки юнпа пӑвӑнса ларать. Пысӑк чӳрече витӗр кӑтра ҫӑка тӑррисем курӑнчӗҫ, хурарах, тусанлӑ ҫулҫӑсем хушшинче сарӑ пӑнчӑсем йӑлтӑртатрӗҫ, — ҫывхарса килекен кӗркунне ҫулҫӑсене сиввӗн пырса сӗртӗнет. Ну, паллах, пӗлнӗ! — Крыльца ҫине тух. — Стакан пар! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Мӗн енӗпе ҫыхӑннӑ пулать эпӗ ҫав — шуйттан пуҫтарса майлатӑринех ӑна! — хамӑн ҫывӑхрипе, ирсӗр чурапа, чир-чӗрлӗ вараланчӑкпа, идиотпа, кам таса та уҫӑ ӗнентерӳпе кӑтартса, ҫирӗплетсе парӗ мана? Вӑраха ярас марччӗ! Ну, ӗҫсем мӗнле унта санӑн? Горничнӑйӗ алӑк витӗр Кирила Петрович ӑна пачах кӑларма хушманни ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах та халь тин ӳкӗнсе ларнин усси ҫук ҫав ӗнтӗ. Мӗн кӑна ҫукчӗ-ши унта! Мӑйӑр та, конфет та, шоколад та, тӗрлӗрен консервӑланӑ компот та, ананас та, варени тултарнӑ ещӗксем, печенисем, пастила, премӗк — темӗн, темӗн те пурччӗ — чи кирлине ҫитиехчӗ, консервӑланӑ какайпа, штабель-штабелепе тултарнӑ ҫӑнӑхпа кӗрпе» таранахчӗ. Вӑраха тӑсӑлакан чӑкӑлтӑшла та терт-асаплӑ ӗҫчӗ ҫакӑ. Эпӗ нихҫан та крепсатэна фай-де-шинран уйӑрса илеймен-ҫке. — Тух, ҫӑва патне санпа! Пире ҫырана ҫитме май килмесен, пурте пӗтет. Де-Лантенак маркиз унӑн хаярлӑхӗ ҫине шаннӑ. Чӑнах та ӗнтӗ Иманус калама ҫук хаяр ҫын пулнӑ. Анчах вӑрҫӑ ӗҫне вӑл Лантенакран начартарах пӗлнӗ. Тен, маркиз ӑна хӑйӗн заместителӗ тунипе йӑнӑшнӑ та пуль. Пӳртрен тухнӑ чухне вӑл ут йӗнерлеме хушнине аса илтӗм эпӗ. Гек хӑй те ӗнтӗ тӑрӑшсах алтса хӑтланчӗ, тӑма чӗрнисемпе чаврӗ. Ҫуркаланса пӗтнӗ тумтирлӗ ҫын ун хыҫҫӑн утса пычӗ, хӑй вара аптраса ӳкнӗ, куҫӗсем алчӑраса кайнӑ, анчах тулли кӑмӑллӑ. Тӑна кӗрсем! Вӑл тавӑрӑннӑ ҫӗре губисполком председателӗ резолюцин вӗҫне вуласа ҫите пуҫланӑ: «… Желлеском пуҫлӑхӗсене, ӗҫе юри юхӑнтарнӑшӑн, ӗҫрен кӑларас. Вӑрман хатӗрлев ӗҫе тӗрӗслӳ органӗсен аллине парас». Анчах ачасенчен хӑшӗ-пӗрисем тӑма лайӑх вӗтетмен пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен теттисем тӑмӗ типсенех ҫурӑлса пӗтнӗ. Укҫу Тэчер судьяра. — Хохолӗ тата? Вӑл ҫирӗм виҫӗ ҫулсенчи таса, шурӑ та кӑпӑш ӳтлӗ, хура куҫлӑ, пӗчӗк ачанни пек тӑртанчӑк туталлӑ, чечен алӑсемлӗ хӗрарӑм. Полицейски вӑл ҫапла пӑхнине асӑрхайман-и, тен, е вӑл унӑн пӑхӑнмасӑр тӑма нимӗнле сӑлтав ҫуккине кура, кӗскен те хаяррӑн, эсир мана ӑнлантӑр-и, ҫук-и, тесе ыйтнӑ. Сыл пул, хаяр хӗрарӑм. Хӑйне илӗртекен хӗрарӑм аллине ҫакланнӑ ҫамрӑкӑн ашшӗ, пӑрҫи тӗслӗ фрак та тӑраткаланса тӑракан парик тӑхӑннӑ ҫын, сцена ҫине тухса чалӑш ҫӑварне карчӗ, малтанах именсе, хулӑн сасӑпа салхуллӑн чӗтретсе юрлама пуҫларӗ те вӗсем кӑштах ахӑлтатса кулса ямарӗҫ… Ҫурҫӗр пирки каласан вара, ун ыйтӑвӗсем тӑрӑх тӗшмӗртсен, эпӗ вара эскадрилья командирӗ мар, фронт командующийӗ тейӗн. Шӑтӑк хысакне хӑпарса ҫитнӗччӗ вӑл. Тепре талпӑҫмалла та, лупашка хысакӗ урлӑ йӑванса каҫмалла кӑна. Анчах урисем картран вӗҫерӗнсе кайрӗҫ те, Алексей, пичӗпе пӑр ҫумне хыттӑн ҫапӑнса, каллех шӑтӑкалла шуса анчӗ. — Паллаштаратӑп, атя хӑвӑртрах вӑл, унтан тӑрса кайиччен. Том пӳлӗмрен чупса тухрӗ. Такам ҫивӗч сасӑпа хушса калать. «Ара», шутларӗ хӑй тӗллӗн Товкач: «тен, ӗмӗрлӗхех ҫывӑрса каяттӑнччӗ те-ха». Хӑйӗн пӳртне вӑл тимӗрҫе хваттере янӑ, вӑл Панков патӗнче ӗҫлесе мунчара пурӑннӑ. Часах хавасланса кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗне пуҫларӗҫ, вӗсен хушшинче: пеплом селан, тени час-часах илтӗнчӗ. — Улпучӗ тухса кайнӑ хыҫҫӑн, Никита чӗлӗмне тивертсе ячӗ, килхуҫи хӗрне эрех патне чуптарчӗ те часах макӑрма чарӑнчӗ, макӑрма мар, темӗнле витре пирки, эс ӑна лапчӑтса пӗтертӗн тесе, карчӑкпа харкашкаласа та илчӗ. Сӗтпе ӳстерекеннисен те ӑрачӗ пур, кашнийӗ ыттисенчен ӑрасна. Кунта тӗреклӗ, пысӑк та тӳсӗмлӗ сулӑ кирлӗ, ӑна тытса пымалли те пултӑр, вӑл тӑхӑр миль ишсе тухма аванах пултартӑр. Матроссем йӗкехӳресене тыта пуҫланӑ; тытнӑ йӗкехӳри пит тутлӑ апат вырӑнне пулнӑ, ӑна вӗсем юратсах ҫинӗ. Этем вилли хӑвӑр умӑртах. Ҫын урисем айӗнче пылчӑк лӑчӑртатать. «Астӑвӑр, улпут, пире шыва ан путарӑр», терӗ кӗсменҫӗсенчен пӗри, александрийски кӗпе тӑхӑннӑ каҫӑр сӑмсаллӑ каччӑ. Питӗ юрататӑп, темле, антӑхсах юрататӑп темелле. Асӑннӑ япаласене укҫапа кӑна илме пулать, ҫавӑнпа та пирӗн ехусем укҫана ҫутҫанталӑкра пур япаласенчен те ытларах хаклаҫҫӗ, вӗсем мӗнле пулсан та укҫа ытларах тупма тӑрӑшаҫҫӗ. Укҫа ҫав тери пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнипе пуян ҫынсем чухӑн ҫынсене хӑйсене пӑхӑнтараҫҫӗ, чухӑн ҫынсен вӑйӗпе ыр курса пурӑнаҫҫӗ. Кашни пӗр пуян пуҫне пиншер чухӑн ҫын тивет. Капла эсӗ, йӗкӗт, каҫпа авланӑн та ирхине хӑвӑн ҫамрӑк арӑмна паллаймӑн та… Шӳчӗ лайӑх тухнипе хӗпӗртенӗ Шалый хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, анчах Давыдов, ним чухлӗ те кӳренмесӗр, ӑна ҫапла тавӑрчӗ: — Кӑлӑхах кулатӑн эсӗ, Сидорович. — Ҫук, чӑнах, Иван пичче, лашасемпе эсӗ пурнӑҫра ялан уттипе ҫӳретӗн-и? — ыйтрӗ Давыдов. Гусев терраса ҫине тухрӗ. Эпӗ ун ҫинелле пӑхрӑм кӑна — вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те утӑр ман хыҫӑмран, ман пажӑм, тесе флигель еннелле кайрӗ. Инсаров пуҫӗ паҫӑрхи пекех ним хускалмасӑр выртать, куҫӗсем хупӑ. Ҫурма ҫулта ӑна Макар Нагульнов тӗл пулчӗ. Том чылайччен туймаре ҫакна. Пӑртакран Том урӑхларах ларчӗ те, ассӑн сывласа, ҫав япалана илчӗ. Ҫав хура-сарӑ сӑн-питлӗ ҫынсене курсан манӑн чӗре ыратса кайрӗ. — Лаша путать! — пӗтӗм палатӑна илтӗнмелле ахлатса илчӗ Степан Иванович. Кӗҫех кухньӑран унӑн кӑшт тӑрӑхлакан сӳрӗк сасси илтӗнчӗ: — Кай, Павел, атту эпӗ пуҫна ҫыртса татма пултаратӑп. Вӑл каласа панинче темле тасамарлӑх пур, йӗри-тавра тасамарлӑх пур пекех, манӑн аллӑма та кунта ҫӑвас килчӗ. Нимӗҫ самолёчӗн пысӑк кӗлетки прицел хӗресӗнчен шуса тухрӗ, анчах, тепӗр самантранах, каллех хӗресе лекрӗ. Ун ҫинелле тӳррӗн ыткӑнса пырса, Мересьев гашетка ҫине пусрӗ. Эпӗ, Тая, кун ҫинчен паян лайӑхрах шухӑшласа пӑхӑп. Тинӗс пырӗ урлӑ каҫса кайма пире пӗр сехет ытла вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Вӑл хӑй те темиҫе хут ҫавӑн пек хӑтланса пӑхнӑ-мӗн, анчах шарик алтса чикнӗ вырӑна вара кайран нихҫан та шыраса тупайман, — ҫавӑн пек пулнисем ҫинчен унӑн пуҫне шухӑш та пырса кӗмен. Ҫакӑн чухлӗ укҫа пулсан!.. — вӑл куляннипе хашлатса ячӗ. — Вутне чӗртмелле ҫеҫ, — терӗ Паганель. Хӑй вунвиҫҫӗре чухнех пуйма шухӑш тытрӗ ӗнтӗ вӑл. — Аван та, — терӗ пассажирӗ ҫинҫе сасӑпа, календара хӑй урисем патӗнчи уҫӑлсарах тӑракан сӑран михӗ ӑшне чиксе. Мӗнле ӗмӗтсене вара, тулашри условисене пӑхмасӑр, кирек хӑҫан та пурнӑҫлама пулать? Lisе, эсӗ ӑна хӑвӑн альбомна кӑтартӑн. Мӗнле кӑвакарса кайнӑ вӑл мӗскӗн! Аялти турачӗ ҫинче лараканнине тӗлле. Эпӗ хамӑн тӑвансемпе те ҫакӑн пек кӑмӑлсӑр пулсан, кама юратмалла-ха манӑн? Залри ҫынсем ытларах хускалма пуҫларӗҫ, хӗрӳленсе кайни сисӗнчӗ, адвокатӑн ҫивӗч сӑмахӗсем судьясен кӑмӑлне каймарӗҫ. Кашниннех ҫакӑн чухлӗ вут-хӗмпе вӑй-хӑват тата ҫирӗплӗх пултӑрччӗ. — Кам вӑл? Анчах халӗ ӗнтӗ казаксем пурӑнма вӗренсе ҫитрӗҫ. Шыв шайӗ айлӑмра вӑтӑр фута, урӑхла каласан, кӑткӑ йӑвине путарса тата вунсакӑр фута хӑпарсан, ун ӑшӗнчи сывлӑш пусӑмӗ пӗр атмосферӑна ҫитет. Нимӗн те пӗлместӗп. Техасра мӗн те пулин индеецсенчен те ытларах йӑлӑхтараканни пур пулсан, ҫавсем ӗнтӗ йӗрӗнчӗк ҫӗленсем, вӗсем ҫывӑрма памаҫҫӗ, тенӗ вӑл час-часах хӑй ӑшӗнче. — Его благородие Иван Полежаев патне вырнаҫтарас мар-и? Аван салтаксем! Хозе, Хуан, Микеле, Пепе. — Кирлӗ мара калаҫатӑн эс! — шӑппӑн каланӑ вӑл. Аҫу тӗрӗс каламасть эппин? Шалый кантӑк ҫумнех лартнӑ парта хушшинчен тӑчӗ те сарлака ҫурӑмӗпе кантӑк янаххи ҫумне таянчӗ, вара ҫапла ыйтрӗ: — Мана хамӑр завхоза, Яков Лукича, пӗр ыйту пама юрать-и? Кӗнекесем хунӑ сентре енне аллипе сулса, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — Пуринчен ытла — ҫаксем! — терӗ. Уншӑн хӑйне хӑй тытас енчен те, шухӑш-кӑмӑл енчен те нимӗнле чару та пулман; вӑл пуҫне мӗн килнине пурне те тума пултарнӑ; ӑна нимӗн те кирлӗ пулман, ӑна нимӗн те чарса тӑман. Раса йӑлисемпе пурӑнӑҫ условийӗсене тата профессине пула тӗрлӗрен костюм тӑхӑнса ҫӳрекен национальноҫсем ҫавӑн пек пӗрле хутӑш тӑнине куҫ умне кӑларса тӑратӑр; кусем ҫумне тата хура ӳт-тирлӗ негрсене — офицерсен грумӗсене е юнашар сеттльментри плантаторӑн посыльнӑйсене хушӑр: вӗсем пӗчӗк ушкӑншарӑн тӑрса, хӑйсем хушшинче калаҫса тӑнӑ пек е тата тӳремлӗхре фургонсем хушшинче ним тӗлсӗр сулланса ҫӳренӗ пек вӗсене шухӑшпа хӑвӑрт умӑра кӑларса тӑратӑр; урапасем ҫинче пӗр мӑшӑр йывӑр тупӑ; оригиналлӑ пуласшӑн парусина айӗнче ҫывӑрма тӑрӑшакан офицерсем йышӑннӑ пӗр-ик шурӑ палатка; штыклӑ винтовкӑсем пӗр виҫ-тӑват винтовка, — ҫаксене пурне те шухӑшпа хӑвар умӑра кӑларса тӑратӑр та, сирӗн куҫсем умне вара Техас чиккинчи, цивилизаци хӗрринчи ҫар форчӗн чӑн картини тухса тӑрӗ. Мӗн вӗсем — ухмаха ернӗ-и-мӗн? — тенӗ. Пӗр ик-виҫ ырхан койотсӑр пуҫне, ҫул ҫинче никам та курӑнмасть. — Эс ан кала, эп хамах калӑп, — пӑшӑлтатса каларӑм эпӗ Катькӑна. Вӑл часах тухса каять. Тӗттӗмпе хупӑрланнӑ куҫӗсем уҫӑлчӗҫ. «Эпӗ ҫапах та вунӑ пинех памастӑп, пӗр сакӑр пин парӑп, тата уҫланкӑ вырӑнӗсене шутлас мар пулать. Е тӑварланӑ арбуз касса парам-и? Санӑн ҫӗвӗ ҫӗҫӗрен мар, хӗҫрен юлнӑ, ӑна пӗлетӗп эпӗ, хӑв эсӗ, пӑхатӑп та сан ҫине, манашкал архирей пек хатӗрлевҫӗ… — Чарӑн! Аташу пеклӗ ҫак фантастикӑлла ҫӳреве Ромашов, нихӑҫан манас ҫукла курнӑ тахҫанхи тӗлӗк евӗр темиҫе кунран асне илчӗ. Ich dankte dem allmächtigen Gott für Seine Barmherzigkeit und mit beruhigtem Gefühl schlief ich ein. Эсӗ хӳтлекен тупса мана хӑратасшӑн. — Куртӑм! — ответлерӗ Геркулес пуҫне сулса. Ав Ева кӗҫтевӗ епле аптратать сана… — тесе, хӗрӗн аллисене сирсе янӑ. Юлашки виҫӗ каҫ эпӗ ун патӗнчен каймарӑм. Ӗҫсе ӳсӗрӗлсен вӑл ӳлеме тытӑнатчӗ: — Савнӑ кайӑксем! Касӑр, пусӑр! — Аттеҫӗм, тӑрсамӑр, Христос турӑ ячӗпе тархаслатӑп! — йӗрсе ячӗ хӗрӗ, ашшӗне хулӗнчен тытса. Ҫак туйӑм та, тепри те вӗсен сӑн-питӗнчен часах ҫухалчӗ. Ҫӗрле бандит — кӑнтӑрла ахаль хресчен, хӑйӗн картишӗнче сӗркеленсе ҫӳрет, лашине апат парать. Хӗрлӗ Ҫарӑн утлӑ отрячӗсене тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхса ӑсатса янӑ май, хапхи патӗнче чӗлӗм ӗмсе тӑрать. Ӑна хальччен те илсе килмен-и-ха? Халӑх шӑпланчӗ. Эпӗ ӑна вӑл манран мӗн ыйтнине тума сӑмах патӑм. Ехусем патне тепӗр хут лекес марччӗ тесе, хам темле хӗн те тӳсме хатӗрри ҫинчен пӗлтертӗм. — Кунта ӗҫ тухсах каймасть пулмалла пирӗн. Эпӗ кухньӑра тенкел ҫинче ларатӑп. — Кара-Тете масарӗ вӑл! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт. Фургон таврашӗнчи йывӑҫсене касса тӑкма тивет. Унтан вара курӑнӗ. Хыҫала кил, ҫемье тӑрса юлчӗ. Ачаранпа юратнӑ ҫӗршыв та хыҫалта ӗнтӗ. Ҫав вӑхӑтра эпир чӗлхесӗрсем пек калаҫнине курса тӑракан пулсан, темӗнле лӑпкӑ ҫын та интересленнӗ пулӗччӗ. Ну, калӑпӑр, мана? — «Шотландине» мансан, авантарах пулӗччӗ сире… вӑхӑтлӑха та хуть. Эпӗ унӑн кормине куртӑм. Бяла Черквана тӳрех тухас пулсан ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫнелле каймаллаччӗ, анчах Огнянов, хӑйне ирӗксӗрех хӑратакан Эмексиз-Пехливан ялӗ витӗр иртес мар тесе, тӳрӗ тухасшӑн пулмарӗ. Санӑн та хӑвна кура ӗҫ пулать. Мансӑр тата ман юлташсемсӗр пуҫне, камӑн прерире карнавал туса хӑтланас килӗ? Пӑлтӑрта сӑмавар вӗрет ӗнтӗ, ӑна рак пек хӗрелсе кайнӑ Митька форейтор вӗркӗштерсе тӑрать; картишӗнче нӳрлӗ, тӗтреллӗ, шӑршӑ саракан тислӗкрен пӑс ҫӗкленнӗ пекех курӑнать; тӳпен тухӑҫ енчи пайне, картиш йӗри-тавра ларакан анлӑ лупассен сывлӑмпа йӑлтӑртатса курӑнакан улӑм ҫивиттийӗсене хӗвел хӗпӗртӳллӗ йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатать. Михайло стена хӗррипе утса пычӗ, акӑ, вӑл унтан иртрӗ, тӗрмепе хулари ҫуртсем хушшинчи пушӑ вырӑн урлӑ каҫма пуҫларӗ. Турӑ ҫынсем ҫинче этем влаҫӗ пулнине йышӑнма пултараймасть, вӑл хӑй — пӗтӗм власть! Анне пичӗ мӗн тери чипер пулин те, йӑл кулнӑ чух вӑл татах та хитреленет, вара пӗтӗм тавралӑх савӑккӑн курӑнакан пулать. «Хушма хуҫалӑх тӑвас пулать, — тетӗп, сирӗн профсоюз мӗн пӑхса тӑрать?» — Вӑл, ҫухалса кайнӑ ҫын пек, халӑх лӑках тулнӑ класс пӳлӗмӗ тӑрӑх куҫӗсемпе арӑмне шырарӗ. Суйрӗ ӗнте вӑл, тупата, суйрӗ! Ашӗнче хӑй питех те пӑшӑрханатчӗ-ха. Тепӗр темиҫе минутран унпа калаҫса ларакансем ӑна ячӗпе тата ашшӗ ячӗпе чӗнме пуҫларӗҫ. Ҫак вӑхӑтра — апрелӗн 19-мӗшӗнче ирхине тӑхӑр сехетре — какӑр тытӑнчӑклӑ кӑшкӑртни, параппан ҫапни илтӗнсе кайрӗ. Ҫавӑнтанпа нумай ҫул иртрӗ, мӗн-мӗн пулнисене пурне те эпӗ мантӑм; вӑл япала таҫта ют ҫӗршывра пулнӑччӗ пулас. Куратӑп эсӗ маттур ҫын. Огняновӑн тем пек ҫиесси килетчӗ пулсан та шаккаса пӑхмарӗ. Арҫури пекех ҫухӑрать, — тесе ячӗ Костя. — Пӗтертӗр-и, ачасем? — Ыттисем мӗн туса тӑчӗҫ вара? Ыйхӑласа абрека курмасӑр юлнӑ темест-и ҫав эсӗ? Темиҫе секундран вӑл ӑна хуллен ҫеҫ чӗнсе пӑхрӗ: — Эй, кам унта? Такӑшӗ ҫак тӑвайккине нумай ҫӗртен пысӑк пӑрапа шӑтарма хӑтланса пӑхнӑ та, анчах унӑн ӗҫӗ ӑнман тейӗн. Анчах вӑл кирек хӑҫан та кулать. Математикӑна пӗлни мана вӗсен калаҫӑвне ӑнланас ӗҫре нумай пулӑшрӗ. Вӗсен чӗлхинче математикӑпа музыкӑран илнӗ сӑмахсем питӗ нумай. Хӗрарӑм чечек ҫыххине илчӗ те унӑн ҫуркуннене аса илтерекен шӑршине туйрӗ, вара, сасартӑках нар ҫине тӑсӑлса выртса, вӗри куҫҫулӗпе макӑрса ячӗ. Малтанах Алексей ӑна карчӑк тесе, Михайла мучи арӑмӗ пулмалла ку, тесе шутланӑччӗ. Ученӑя ӗненсе ҫул ҫӳревҫӗсем тӗлӗнтермелли япаласем пуласса ҫав тери кӗтсе пыраҫҫӗ. Вӗсем мана стена ҫумнех тӑратрӗҫ, эпӗ Сильвер пичӗ ҫине май килнӗ таран канлӗрех пӑхас тесе, тӳп-тӳрӗ тӑратӑп. — Эсӗ мӗн ятлӑ? — ыйтрӗ вӑл унран. — Ыран, хӗвел тухнӑ-тухман, мӗн тӑвасси ҫинчен калаҫса татӑлӑпӑр. Каҫхине пырсан, вӑл пусӑрӑнни, палӑрмаллах ватӑлса кайни сисӗнчӗ. Тӗлӗнмелле мар-и? Эпӗ ӑҫта та пулин тухса тараттӑм та пулӗ, анчах мункун эрнинче, мастерсем пӗр пайӗ килӗсене, хӑйсен ялӗсене кайсан, юлнисем эрех ӗҫсе ҫӳренӗ вӑхӑтра, хӗвеллӗ кун Ока хӗррипе уйра уткаласа ҫӳренӗ чух, эпӗ хамӑн хуҫана, кукамай йӑмӑкӗн ывӑлне тӗл пултӑм. — Паллах, килӗшмӗҫ. Мӗнле айван шухӑш! «Курӑпӑр, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, — мӗнле ҫийӗ-ха Пацюк ҫак хуран куклисене. — Ҫав тӗлӗнтермӗшле пуплев: нимӗне пӑхмасӑр… Хӗвел ҫӗре май уйӑхӗнчи пекех ҫунтарать. Халӗ ӑна пирвайхи ухтару чухнехи пекех хӑрушӑ пулмарӗ, халӗ вӑл ҫак ҫӗрле килсе кӗнӗ кӑвак тумлӑ, урисем ҫумне шпорсем ҫакнӑ «хӑнасене» ытларах курайми пулчӗ, ҫав курайманлӑх хӑранине пусарчӗ. Эпӗ кун пирки калаҫу пуҫарсан, Ярмолӑн хирӗҫлеме кашни хутӗнчех мӗнле те пулин сӑлтав тупӑнсах тӑчӗ: е пӑшалӗ ҫӗмрӗк унӑн, е йытти чирлӗ, е хӑй ерӗҫеймест. Мӗн муталанма шутлаҫҫӗ-ха вӗсем? Мӗн тумашкӑн? Экватор облаҫӗ Хӗвел тӗнӗлӗ тавра 25 талӑкра пӗр хут ҫаврӑнса илет, полюс ҫывӑхнелле пӗр хут ҫаврӑнма 30 талӑка яхӑн кирлӗ. Валаам вара тытать те ҫав укҫана кӗлмӗҫе парать, хӑй халӗ ӗнтӗ мӗн пулать-ши тесе кӗтме тытӑнать. Унӑн хытса ларнӑ, ниме те палӑртман сӑн-пичӗ тӗлӗнмелле лаптӑкланнӑ пек курӑнчӗ, куҫӗ ҫеҫ чӗррӗн те савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса тӑчӗ. Вӑл маркиз ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ, лешӗ, паллах, ун ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ, тен, ҫав старик ҫут тӗнчере пуррине те манса кайнӑ пулӗ. Тельмарш ҫакна лайӑх ӑнланать. Вӑл унта вӗт, — хушса хучӗ вӑл, аллине хӗвелтухӑҫнелле тӑсса. — Акӑ ҫил те унтан вӗрет. Чечекре ларакан, ҫумӑр шывӗпе ҫӑвӑннӑ ҫеҫен хир хӗвел ҫутинче ытарма ҫук илемлӗ ешерет! Ӑна ыттисем ответ пачӗҫ, вара часах ҫак фронт ҫывӑхӗнчи пӗтӗм вӑрман шӑпчӑксен сассипе тулчӗ. Кӗсменӗрсене тытӑр, тытӑр кӗсменӗрсене! Ытти ротӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри лакса-путланса пычӗҫ. «Ах, чӗппӗмҫӗм, ах, кӑвакарчӑнӑм, табак туртас килмест-и? Вӑл чышкине тухтӑр сӑмси патнех илсе пычӗ. Эпир унпа чылай лартӑмӑр, иртни ҫинчен сӑмахларӑмӑр, Том Джимран тем те ыйтса пӗлме тӑрӑшрӗ. — Хӑҫантанпа кунта эсӗ? Ҫутӑ хӗлхемсем, тӗлӗнмелле вӑйӑ выляса, ҫӳлелле хӑпарчӗҫ те тӗтӗм ӑшӗнче ҫухалчӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те кӑвак-сенкертерех тӗслӗ ҫӳхе платьйесем тӑхӑннӑ та, вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса илме те йывӑр. — Вӗсен ячӗсене пӗлетӗн-и? Пичӗ-куҫӗ хуп-хура хӑйӗн, ҫилпе куштӑрканӑ, ырханланса ҫитнӗ пирки питҫӑмарти шӑммисем ҫинчи ӳт-тирӗ хытӑ туртӑнса карӑннӑ, куҫӗсем тарӑн путса кӗнӗ, типсе шурса кайнӑ тути хӗррисем ҫинче кӑпӑшка пӗчӗк мӑйӑхсем кӑмрӑкпа ӳкерсе хунӑ пекех хуп-хура ӳссе вӑрӑмланнӑ. Пит шыҫҫи хухнӑ ӗнтӗ ун, сылтӑм куҫӗ, йӗри-тавра кӑн-кӑваках пулин те, лайӑхах курать. Судья та таврӑнчӗ. Каллех майор хытӑ систернӗ пекле хӑй отрячӗ ҫине пӑхса илет. Вара сулахай енчен канатне пушатнӑ фок-мачтӑн парӑсӗсем майӗпен ҫаврӑнчӗҫ. Тахҫанах-ха вӑл, унтанпа ӗнтӗ вӑхӑт питӗ нумай иртнӗ, Аслӑ Кӗтерин патша Крыма кайнӑ чух — ҫак хальхи голована майра патшана ҫул кӑтартса пыраканни пулма суйласа илнӗ; ҫул ҫинче вӑл икӗ куна яхӑн ирттернӗ; ҫав икӗ кун хушшинче майра патша кучерӗпе юнашар ларчӑк ҫинче ларса та курнӑ. Кунта хир сыснисемпе альбатроссем тата пингвинсемпе тюленсем анчах пурӑнаҫҫӗ. Даша инке калаҫа-калаҫа ҫӗлесе ларать. — Тавтапуҫ, — терӗ Ольга, куҫлӑхне ҫутӑлтарса илсе. Ҫавӑн пек кӗленче витӗр кулни Петра тарӑхтарса ячӗ. Акӑлчансем вӑрҫӑ хыҫӗнчи вырӑнсенче Гитлерӑн сехрисем хӑпса тухнӑ полководецӗсене тыткӑна илеҫҫӗ, ҫапӑҫу хирӗсенче Монтгомери салтакӗсем кана ҫапӑҫнӑ пек, хӑйсен «Монтине» прозӑпа та сӑвӑпа мухтаҫҫӗ. Анчах Гленарвана хирӗҫ вӑл нимӗн те каламарӗ. Рота командирӗ вилни ҫинчен тата хӑй пӗр француза чиксе пӑрахни ҫинчен Пест тӗрӗсех каланӑ; анчах ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпех каласа панӑ чух, юнкер хӑйӗнчен шухӑшласа кӑларса та каланӑ, мухтаннӑ. Вӗсем айӑпланакан ҫынна мӗнле пӑхнинче ҫеҫ уйрӑмлӑх пур. Мӗншӗн эсӗ ӑна сыватаймарӑн-ха, а? Ним шухӑшламасӑр, тӗлӗкри пек, ҫак чарусӑр ушкӑнра хӗсӗнсе вӑл та малалла утрӗ. — Ҫакнашкал юрӑхсӑр ҫынна пирӗн казаксем председателе епле суйлама пултарнӑ-ха! Лещинский панӑ кӗнекене вуласа йӑпаннӑ вӑхӑтра уҫӑ вырӑнпа вӑрман хушшинчи чулсем урлӑ такам каҫса пынине Тоня сисмерӗ, килекен ҫыннӑн ури айӗнчен чул сирпӗнсе кӗнеке ҫине пырса ӳксен тин, вӑл шартах сиксе, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те уҫӑ вырӑнта Павка Корчагин тӑнине курчӗ. — Эхер те эпӗ сан упӑшку тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑватӑп е унран та иртсе каятӑп пулсассӑн? Киле! Пит тикӗс ҫӗр ҫийӗнче хӑш-пӗр ҫӗрте кактус е пӗччен ларакан пӗчӗк юкка йывӑҫӗ курӑнса ларнӑ. Хопров Яков Лукичӑн сӑнӗ-пичӗ кӑвакара пуҫланӑ мӑйӑхӗсем тӗслех улшӑнса пынине савӑнсах сӑнаса ларать. Анчах та ун патне Малевский пырса тӑрсан, тилӗ пек чеен тайкаланса, унӑн пукан хыҫӗ ҫине меллӗн таянса, киленӗҫлӗн те йӑпӑлтатуллӑн кулкаласа тем пӑшӑлтатма тытӑнсан, — Зинаида аллисене кӑкӑрӗ ҫумне хӗреслесе тытать те граф ҫине тинкерсе пӑхать, хӑй те кулкаласа пуҫне сулкалать, — вара манӑн пӗтӗм юнӑма вут-ҫулӑм хыпса илет. Вӑл чӗрӗ! Ӑна кура Андрей хӑй те ҫӳҫенсех илчӗ. Эсӗ!.. Ӑна кирек ӑҫта, кирек хӑҫан тӗл пулсан та вӑл чи малтанхи сӑмахсенчех калаҫасса чи кирли ҫинчен хускатать, ун пирки иккӗленесси те ҫук, мӗншӗн тесен пирӗн туслӑх та чи кирли ҫинчен калаҫнипе тытӑнса тӑратчӗ, хамӑр ҫинчен калаҫма эпир аса та илмен. Анчах хальхинче вӑл манран вӑрҫӑра пӗр ҫулталӑк хушшинче хам мӗн тунине ыйтса пӗлчӗ. Кай, сӑра илсе кил… Ҫак хушӑра Хӗрлӗ Тӑрна хӑйӗн миххинче тӑватӑ антилоп тире шыраса тупнӑ. Вӑл тирсем юр пекех шурӑ та аван туса ҫемҫетнӗскерсем пулнӑ. «Ну, тавах турра, эпир ҫитрӗмӗр», терӗ тутар хӗрарӑмӗ вӑйсӑр сасӑпа. Вӑл алӑка шаккас тесе аллине ҫӗклерӗ, анчах ун шаккама вӑй ҫитмерӗ. Ҫапла ҫав вӑл! Ун пек картинӑсене Марради евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ ялсенчи хупахсенче час-часах курма пулнӑ, ҫавӑнпа та, кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ ҫын, кунта интереслӗ япала пуррине илтеймӗн тесе пулас, хӑйӗн эрехне хӑвӑрт ӗҫрӗ те юнашар пӳлӗме тухса кайрӗ. 81°-мӗш широта. — Пирӗн хӳшше кӗрсе, ҫавна тӗрӗсрех пӗлес пулатчӗ, — тесе сӗнчӗ пӗр рядовой ҫар ҫынни, испанецла каласа, ҫитменнине тата чылай лайӑхах каласа. Ухӑ пемелли юратнӑ вырӑнӗ унӑн Леона хӗрринче, ватӑ шӗшкӗсемпе тут йывӑҫҫисем тата кедрсем ӳснӗ ҫӗрте пулнӑ. Вунсакӑр ҫулта чухне Оленин, вырӑссен хӗрӗхмӗш ҫулсенчи пуян ҫамрӑк ҫынсем, ҫамрӑклах ашшӗ-амӑшсӑр тӑрса юлнӑскерсем, мӗнле кӑна ирӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнма пултарнӑ, ҫавсем пек пурӑннӑ. Сарлака урама кӗпер патӗнче пысӑк та илемсӗр баррикадӑпа картланӑ, ӑна пӗренесенчен клеткӑсем купаласа, варрине хӑйӑр тултарса тунӑ; сӗтел ҫине ача манса хӑварнӑ кубиксем пек, кӗпер кӗтессисенче тӑватшар амбразурӑллӑ, тӑватшар кӗтеслӗ, бетонран тунӑ дотсем мӑкӑрӑлса тӑнӑ. — Мӗнле амантрӗ-ха сана? Ку ыйтӑва хирӗҫ ответ парас пулсан, манӑн ӑна эсир вуласа тухнине пӗтӗмпех каласа памалла пулнӑ пулӗччӗ. Ман пуҫа пӗр план килсе кӗчӗ. — Эпир кимме путарни путарманни халӗ кирлех мар ӗнтӗ. Августӑн 13-мӗшӗнче эпир ирех тӑтӑмӑр. Христофор атте вара, ҫемҫе чунлӑскер те ҫӑмӑлттайскер, кулӑшласкер, ӗмӗрӗ тӑршшӗпе те хӑйӗн чунне пуслӑх ҫӗлен пек пӑвса лартма пултараякан пӗр-пӗр ӗҫпе ҫыхланса курман-ха. Рим ҫывӑхӗнче ӳссе ҫитӗннӗ, анчах ун умне чӗркуҫленсе ларман тата хӑйсен чунне тӑшмана сутман далматинецсем славян культурин илемӗпе чиперлӗхне питӗ таса упраса хӑварни ҫинчен калать вӑл. Ку, паллах, кула пуҫлать вара. Каҫ пуласпа кӗпе-тумтирсем валеҫнӗ ҫӗре Щукарь мучи те пырса ҫитрӗ. Эпӗ ун ҫине лорнет витӗр пӑхрӑм та Грушницкий пӑхнине хирӗҫ вӑл ӑшшӑн кулса янине асӑрхарӑм, ман чӑрсӑр лорнет ӑна хытах тарӑхтарчӗ. Иккӗрен пӗри: е этемре чӑнах та япӑххи лайӑххинчен ытларах, е этем лайӑха мар, япӑха ытларах хапӑл туса йышӑнать. Ҫак столяр пит чаплӑ маҫтӑрччӗ: эпӗ кӑтартнипе вӑл виҫ эрне хушшинче тӑршшӗпе сарлакӑшӗ вунултшар футлӑ, ҫӳлӗшӗ вуникӗ футлӑ йывӑҫ пӳлӗм турӗ; чӳречисемпе алӑкне уҫса ямалла, икӗ шкаплӑ турӗ, — каснӑ-лартнӑ Лондонри ҫынсен ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ пекех пулчӗ ҫав. Вӑрманта халӗ самаях сулхӑнччӗ, анчах та вӑл пӗр кӗпе вӗҫҫӗнех тӳмине вӗҫертсе, кӑкӑрне уҫса тӑчӗ. Ҫакна пула ӗнтӗ вӑл кайма килӗшменни Калугина уйрӑммӑнах тӗлӗнтернӗ те. Пӗтӗмпех пӗтрӗ. — Ара, вӑл питех те аван вӗт, Том! Ҫӑт-ҫат алӑ ҫупкаланисем илтӗнчӗҫ, анчах вӗсем пуҫламӑшӗнчех пӗтсе ларчӗҫ. Мана, хам хытӑ кӑшкӑрнипе, аван мар пек пулса кайрӗ. — Так, пули-пулмисем ҫинчен, — ответленӗ Люба. — Эсир мана ӗненетӗр-и? — терӗ Санин малалла. Ҫапӑҫатчӗҫ. Анчах Том ку калаҫу малалла тӑсӑласса кӗтсе тӑмарӗ: «Ну, пӗрре лектеретӗп сана, Сидди!» — тесе кӑшкӑрса пӳлӗмрен тухса тарчӗ. Ҫак шухӑшсемпе вӑл Питӗре пырса кӗнӗ. Пусма кукринче курӑннӑ малтанхи икӗ е виҫӗ ҫынна тулли зарядсем кӑкӑртан лексе, ҫавӑнтах вӗлерсе пӑрахрӗҫ. Маркиз вӗсен хушшинче пулсан, вӑл та вилсе выртнӑ пулӗччӗ. — Ҫапла ҫав, итленӗ чухне! Сывлӑшра пӗкӗ пек ҫул туса, вӑл шыва ӳкрӗ, шала таҫта аяла ҫитиех чӑмса кӗчӗ, анчах тӗпне пурпӗрех ҫитеймерӗ; темле вӑй, сивӗ те аванскер, ӑна ярса тытрӗ те каялла ҫӳлелле ҫӗклесе хӑпартрӗ. Ҫилленсех ятлаҫма тытӑнчӗҫ вӗсем, пӑлхарсене вӗлерессипе хӑратрӗҫ. Унччен нихӑҫан та Воропаев ҫутҫанталӑкпа нумай вӑхӑт хушши киленмен, вӑл унтан, сахал пӗлекен хӗр-арӑмпа талӑка пӗрле ирттерме тивнӗ чухнехи пекех, малтанлӑха именчӗ те. Салтаксем, ятне туса, «Мухтав! Тата учителе тытнӑ, вӑл та вӗсемпех пулнӑ, тет. — Мӗн ятлӑ вӑл? — тесе хӑвӑрттӑн ыйтрӗ Елена. Кукӑр-макӑр, сарлака ту хырҫи кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫӗнчен ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫнелле тӑсӑлать. Хам тӑвасшӑн пулман эпӗ куна! — хӗрӳленсе, хастаррӑн тавӑрчӗ вӑл. Кашни еркӗнех вӑрӑ пулать унӑн. Анчах еркӗнсемсӗр пурӑнма пултараймасть, юн тымарӗсенче унӑн ҫав тери тӳсӗмсӗр юн чупать… Вӑл ҫанӑ вӗҫӗнчен булавка туртса кӑларчӗ те хӑйӗн пӳрнине чикесшӗн пулчӗ, анчах Том ӑна чарчӗ:— Тӑхта! Хӗрарӑм ӳркеннӗ пек, ыйхӑланӑ пек юрлать, унӑн хӗп-хӗрлӗ тутисем темле ӑнланмалла мар сӑмахсем калаҫҫӗ, ҫуллӑ куҫӗсем ҫынсен пуҫӗсем урлӑ таҫталла тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Марья Ивановна ятне ирсӗр тӑшман асӑнмарӗ: те лешӗ ӑна йышӑнманнипе кӑмӑлӗ хытнӑ, те мана та калаттарма чарнӑ шухӑш-сисӗмӗн хӗлхемӗ унӑн чӗрине те тивнӗ, — кирек-мӗнле пулсан та, комисси умӗнче Белогорскри комендант хӗрӗн ятне асӑнасси-тӑвасси пулмарӗ. Вӑл ӑна алла илсенех лампадкӑран тивретсе ҫутса ячӗ. Итлесерех тӑрсан, эпӗ пӗр сассине палласа илтӗм, унтан тепӗрине те. Намӑс та мар-и сана мана йӗкӗлтеме? — А-а! — Тӗлӗнмелле ӗҫсем! Пӗррехинче хӑй ҫак басурмансен влаҫне пӗтерме пиллӗх ыйтрӗ, халӗ акӑ пӗр сӑмах та хирӗҫ ан кала, вӑрҫса тӑкать мана, темӗн те пӗр каласа пӗтерет. …Анчах Яков Лукичӑн амӑшӗпе калаҫкаланипе ҫеҫ тарӑхкаласа пурӑннӑ лӑпкӑ пурнӑҫӗ кӗтмен-туман ҫӗртенех пӗтсе ларчӗ… Пӗрре ҫеҫ мар вӗсем ӑна хӑйсемпе пӗрле кутежа чӗннӗ, анчах вӑл вӗсен йыхравне йышӑнман. — Вӗҫтерет пулсан, мӗнех вара? Хӑй каясшӑн пулнӑ вӑл. Шупка кӑвак сӑрӑ тупсан лайӑхчӗ, анчах маччана, кантӑк хушӑкӗсене, рамӑсене, алӑксене сӑрлама мӗн чухлӗ кирлӗ-ши ҫак япала? Женя хӑраса кайрӗ: курма пынӑ ҫынсем Ольгӑран халь-халь кулма тытӑнассӑн туйӑнчӗ ӑна. Николай Антоныч асне илнӗ пек туса малалла ярса пусрӗ те Ромашка ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Эсӗ артистка пуласшӑн-и? — Утӑ ҫулас вӑхӑталла пӗтет-ши? «Эсӗ ӑна питренех куртӑн-и?» — Каларӑм, — тесе ответлерӗ вӑл хурлӑхлӑ сасӑпа. — Ҫул ҫинче, чылай ҫӗрле пулсан, эпӗ пӗр станцӑна ҫитрӗм те ҫавӑнтах малалла кайма лашасем кӳлсе хатӗрлеме хушрӑм, анчах сасартӑк асар-писер тӑман тухрӗ те, смотритель те, ямшӑк та мана тӑман иртиччен кӗтме сӗнчӗҫ. — Хамӑр йышшисемшӗн хамӑр чӗлхепе «майлӑ мар» тени — «майлӑ» тенине пӗлтернине ӑнланмастӑн-и вара? Тускуб йӗрӗнӳллӗн кулса илчӗ: — Тӗнче йӗркине аркатакан вӑй — анархи — хуларан сӑрхӑнса сарӑлать. Володьӑн ҫывӑх ҫыннисем мана дипломат тесе чӗнеҫҫӗ, мӗншӗн тесен пӗррехинче, кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, халь тупӑкра выртакан кукамай вӗсем умӗнче теме пула пирӗн малашлӑх ҫинчен калаҫу хускатса, Володя ҫар ҫынни пулать, Николай вара ҫӳҫне à la cog тураса тирпейленӗ хура фраклӑ дипломат пуласса шанатӑп, терӗ, ун шучӗпе, дипломати ҫынни пулма ҫӳҫе лӑпах ҫавӑн пек тураса ҫӳремелле. Николай Артемьевич хӑйсем патне «школяр» тӑтӑш ҫӳренӗшӗн кӑмӑлсӑрланчӗ, ҫитменнине тата Курнатовский пирки «хӑй малтанах палӑртса хуни» вӑраххӑн малалла шурӗ: пурнӑҫа пӗлекен обер-секретарь иккӗленнӗ, майлӑ вӑхӑт кӗтнӗ. Вӑл тарӑхнӑ ҫилли витӗр кулсах, вӑйсӑр пулин те, вӗҫне ҫитичченех чӑтса ирттернӗ. Сӑмси ун пысӑкланса, баклажан пек кӑвакарса кайнӑ, айккинелле пӑрӑннӑ. Чӑн калатӑп, пӑрах. — Пулма пултарать-и ку? Каймасан юрамасть!» Унтан кадилӑна священнике тӑсса пачӗ. Унӑн ҫара пуҫӗ ҫине хӗвел тӗрлӗ тӗслӗ ҫутӑсемпе ӳкрӗ, ҫӳлелле пӑхакан пысӑк куҫне йӑмӑхтарчӗ, священниксем тирпейлесе тӑракан шурӑ тумтирне хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатрӗ. Тӗрӗс-и ку? — ыйтрӗ вӑл. Ҫакӑн пек кун хӑш чухне чылай шӑрӑх та пулать, тӑрсан-тӑрсан хӗртсе те пӑхать, анчах йӑвашшӑн вӑркӑшакан ҫил шӑрӑха ҫавӑнтах сирсе ярать. Ҫулсем, анасем урлӑ ҫавраҫилсем вӑрӑм шурӑ юпасем пек курӑнса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем ҫанталӑк часах пӑсӑлас ҫуккине палӑртаҫҫӗ. Эсӗ пӗлетӗн вӗт, шӑматкун эпир пикника кайнӑ чухне тавернӑра пурте чиперех пулнӑ. Хуҫи шуралса, пӑшӑрханса кайнӑскер, ахлатса тата пуҫӗпе сулкаласа хӑй патне спальнӑна кайнӑ. Артём аллисем Павела ыталарӗҫ, Павелӑн шӑммисем шӑтӑртатса илчӗҫ. Вӑл шухӑша кайрӗ, унтан хӑйӗн кӳрши ҫине пӑхса илчӗ те выртрӗ. Ҫак вырӑн ҫинче выртни ҫӗр ҫинче выртнӑ пекех пулчӗ, маркиз ҫакӑнпа усӑ курса хӑлхине ҫӗр ҫумне тытса итлерӗ. Ҫынӗ, вӑтӑр ҫула ҫитсе те, хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре те ишсе курман, чӑмса пӑхман… Совет влаҫӗ, хӑй ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах пӗтсе ларассине малтанах пӗлсе, юлашки тырра сутать, Российӑна тӗппипех юхӑнтарса ҫитерет. Ку юрӑра — пулса иртни е юнлӑ сечӑпа пӗр-пӗр паттӑрлӑх ҫинчен те каламан! — Ҫакӑ вӑл пуринчен ытларах акӑ мӗнтен килет: ҫынсем кама та пулин пуснӑ е вӗлӗрнӗ ҫӗре ахаль те кӗрсе ҫӳресшӗн мар. Хамӑн пӳлӗме кӗтӗм те чемодана пусма тӑрӑх антарса ятӑм, ун хыҫҫӑн хам та антӑм. — Темӗн те калӑн эсӗ! Пухӑннӑ халӑха ҫапла хӗвел аничченех хаваслантартӑм. Чӑлхасем ҫинчен калани кулӑшла пулчӗ, анчах эпӗ кулмарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ҫак йӑваш, тӳрӗ те таса чӗреллӗ ҫын усӑллӑ ӗҫ тӑвас тесе мӗнешкел тӑрӑшнине, анчах таврара пурте ҫак ӗҫ ҫине ҫӑмӑллӑн, шухӑшламасӑр пӑхса, ӑна аркатса пынине курса тӑнӑ. Мускава, Генеральнӑй штаба чӗнсе илнӗ чух, вӑл арми штаб начальникӗ пулнӑ, Мускавра ӑна анлӑ перспективлӑ ҫӗнӗ те питӗ интереслӗ ӗҫе лартнӑ. Андрей часах тӑна кӗнӗ, анчах халь те-ха пит вӑйсӑр пулнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн юлташӗсем ҫине, ҫак Мускав ҫывӑхнелли ҫуталса выртакан уй-хирсем ҫине хушӑран ҫеҫ ҫӗкленкелесе пӑхма пултарнӑ. Сасӑсем тата хытӑрах, хаяртарах янӑрарӗҫ, ҫил сывлӑшра ҫинҫе шӑхлич сассине вӗҫтерсе ҫӳрерӗ. Анчах ҫыран хӗрринче никам та ҫук, унтан кӗпер патӗнчи часовоя та илсе кайнӑ. Разметнов ним шарламасӑр татах тепӗр пирус туртса ячӗ. — А, кӗпӗрне килнӗ! — терӗ те вӑл Акима хӑйӗн вӗри тарлӑ аллине тыттарчӗ. Эпӗ кӑшт лартӑм та тухса кайрӑм, тет; чӳрече патӗнче итлетеп, тет, хайхи хӗрарӑм: «Кайрӗ шуйттан. Абрексене шырама янӑ юланутлӑ казаксем станицӑран пӗр сакӑр ҫухрӑмра, бурунсем хушшинче, ту ҫыннисене темиҫе ҫын тупнӑ иккен. Ватӑ Тарас, хӑйӗн пуҫӗ ҫинчи пӗр пайӑрка ҫӳҫ пӗрчине туртса кӑларса, ашшӗне намӑс кӳрекен ывӑлне ҫуратнӑ куна та, сехете те ылханӗ. Нимӗнрен ытла ҫав ютран килнине ҫыртса илме май ҫукки хӑрушӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен вӑл курӑнман тата формӑсӑр пулнӑ. Унччен ҫак утравсем ҫине никам та килсе курманпа пӗрех, вӗсем пушӑ пулнӑ. — Ӑҫта? — ыйтрӗ хӗрӗ ыйхӑллӑ сасӑпа. Ну Андрей, тӑхта… Гаррис аташса кайман пулсан, — хӑй вӑл ку шухӑша ҫине тӑрсах хирӗҫлерӗ, — Сан-Фелисе асьенда кунтан, вӗсем кӗҫӗр ҫӗр каҫма чарӑннӑ вырӑнтан, тата пӗр ҫирӗм мильӑра. — Вӗсем ӑна Энскине янӑ-и? Ку ыйтуран теприсем ҫуралчӗҫ: мӗнле, мӗнпе пурӑнаҫҫӗ вӗсем, мӗнле пӑхса ӳстереҫҫӗ ачисене, вӗрентеҫҫӗ-ши вӗсене, выляма кӑлараҫҫӗ-ши, айӑпа кӗрсен мӗн тӑваҫҫӗ-ши? т. ыт. те. Питӗ ватӑлчӗ ҫав вӑл, Джордж хӗрӗсем вара ытла та ҫамрӑк-ха, вӗсем унпа ларасшӑнах та мар, Мери Джейн ҫеҫ — леш, хӗрлӗрех ҫӳҫли, кӑшт пӑхкалать; ну вӑт Джорджпа арӑмӗ вилнӗ хыҫҫӑн старикӗн никампа сӑмахлама та ҫук, ҫавӑнпа пурӑнасах та килместчӗ пулӗ унӑн. Ҫӑмӑлскерне шыва антарса, ун ҫине ларса хӑрушӑ ҫырантан ишсе каясси — минутлӑ ӗҫ кӑна пулса тӑчӗ. Эпӗ ун йӗрӗсем ҫине пӑхрӑм та — ман такансем, икӗ ҫул хушшинче те хӑпӑнса ӳкмен! Вӑл пуҫлӑхсем пек юлхав та кичем сӑнлӑ, куҫӗсене хупса, пуҫне пӗр алли ҫинчен теприн ҫине тӗренсе ларать. Ҫапах та вӗсене вӑл итлекен турӗ. Ҫӗр тӗттӗмӗ, хуллен шуса килсе, йывӑҫсене хура пӗркенчӗкпе витрӗ. Ӑна ҫыран хӗррипе пыракан тиевлӗ лавсен кӗмсӗртетӗвӗ вӑратрӗ. Ҫак вӑхӑтра унӑн чӳречинче пӗр пӗчӗк чул ҫапӑнса чӑнк! турӗ, кантӑк янӑраса кайрӗ. — Инке, сире улма пахчине куҫсан лайӑхрах пулмӗ-ши, пахчасенче тӗрӗксем курӑнаҫҫӗ ав, — терӗ хӑй пӑшалне илме тесе хӗрарӑмсем патнелле пыракан жандарм. Пӗлӗтелле хӑпарнӑ чухнехи туйӑма мӗнле каласа кӑтартам-ши? Паллах, вӑл кунта «вӑхӑтлӑха» ҫеҫ пурӑнать, мӗншӗн тесен, «правительство часах унӑн пархатарлӑ ӗҫне хакласа илӗ», вӑл «халӑхшӑн ӗҫленӗ-ҫке», халлӗхе ӗнтӗ унӑн ҫакӑнтах хӗсӗнсе пурӑнма тивет-ха, хӗрӗ те ҫитӗннӗ иккен унӑн, вӑл икӗ чӗлхепе калаҫма пӗлет, анчах ҫак пӳлӗме пула качча тухаймасть: упӑшкине ниҫта кӗртме ҫук. Запалне темле ҫутӑ тӗслӗ япала ҫыпӑҫтарса пӗтернӗ вӑрӑм хӑйӑ татӑкӗнчен тунӑ. Ара, тифпа выртатӑп-ҫке эпӗ, ака мӗнле иккен». Анчах чирлӗ ҫынна кантӑрасемпе хытӑ ҫыхса пӑрахни те тапранкалама чарайман. — Вӑл пылчӑк ҫинче выртакан пуртӑ еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ: — Камӑн-ку? Акӑ унӑн шлепки урам урлӑ вӗлтӗртетсе иртрӗ; вӑл Пятигорскри чи лайӑх ҫуртсенчен пӗрне пырса кӗчӗ. Инди океанӗ алхасать Джон Мангльс, ҫак калаҫу хыҫҫӑн икӗ кун иртсен, кӑнтӑрла тӗлӗнче сӑнаса пӑхрӗ те «Дункан» 118°37' долготапа 37°01' широта ҫинче пыни ҫинчен пӗлтерчӗ. Иртнӗ эрнере, платформа тӑрӑх ҫав курьер пуйӑсӗ умӗпех иртсе пынӑ чух, пӗрремӗш класлӑ вакун алӑкӗнче вӑл хура кӗпе тӑхӑннӑ, питӗ илемлӗ, ҫӳллӗ те яштака дама тӑнине асӑрханӑччӗ. — Ун сассинче каллех хӑй вӑйне ӗненекен шанӑҫ янӑрарӗ. Вӑл маншӑн тӑшман мар. Ӗҫ мӗнле тухнине каласа патӑм вара. — Ҫапла мар-им? Пурте вырнаҫса ларсан, фермер мана хӑй патне вӑтӑр фут ҫӳлӗш сӗтел ҫине лартрӗ. Пест ӗнер каҫ пирвайхи хут 5-мӗш бастион блиндажӗнче пулнӑ-мӗн те, ҫавна кура, пушшех мӑнаҫланса кайнӑ, ҫавна пула вӑл хӑйне хӑй герой вырӑннех хурать-мӗн. Павел макӑрман. Вӑран, тетӗп! Ман шутпа, кун пек чух ӳкӗтлемелле мар, ирӗксӗрех итлеттермелле… Серёжка тавӑрӑнсан, кала: вӑл станцине Политовскисем патне кайса пӑхтӑр. Эпӗ, тӳррипех калам, хам та ӑнланаймастӑп, мӗнле ҫавӑн пек пулать вӑл, хӗрарӑмсем пире, чейник тыткӑчинчен ярса тытнӑ пекех, сӑмсаран ӑста ярса тытаҫҫӗ? Нумай вӑхӑт иртмен, часах «Британине» ҫыран хӗрринех илсе ҫитернӗ. Хӑрушшӑн ҫутӑлса шартлатнӑ сасӑ илтӗннӗ. Юр пек шурӑ сухалӗпе мамӑк пек ҫемҫе ҫӳҫӗ кӗмӗл тӗслӗн кӑкӑрпа хура ряси тӑрӑх илемлӗн сапаланса анаҫҫӗ, вӗсем манах начар тумтир ҫийӗн пилӗкрен ҫыхнӑ кантра патнех ҫитеҫҫӗ, анчах пуринчен ытла мана вӑл искусство ҫинчен каланӑ сӑмахсемпе шухӑшсем тӗлӗнтерчӗҫ, тӳррипех калатӑп, эпӗ ҫав сӑмахсене нумай вӑхӑт хам чӗрере усрӑп тата хам пек художниксене те вӑл сӑмахсене чӗрере усрама сӗннӗ пулӑттӑм. Ҫӑмӑл ӗҫе тума, калӑпӑр, артист ӗҫне, эпӗ питӗ пултаруллӑ пулнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, манӑн вар анакан чир пулнипе ҫӗр ӗҫне тума пултараймастӑп эпӗ. Анчах та Володяна пиччӗш шӑпи кӗтмен. Ҫав тери мӑн кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ! — Отвечӗ пирӗн… Эпӗ салтак патне ҫӑкӑр, аш тата эрех илсе пырсан, вӑл койка ҫинче каялла-малалла сулланкаласа, хӗрарӑм пек ӗсӗклесе, хуллен макӑрса ларатчӗ. Куҫа курӑнми инҫетрен, ҫӳлтен моторсем кичемӗн уланӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ: нимӗҫ самолёчӗсен эскадрильисем Мускав патнелле бомбӑсем пӑрахма каяҫҫӗ иккен. Ҫавӑн пек ҫапӑҫса хӑтланнисем мана йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ те, пӗрре эпӗ ӑна каларӑм: — Итле-ха, ухмах, эсӗ ман ҫумран уйӑрӑлса кай, тархасшӑн! — терӗм. Унӑн пулас пассажирӗ, питӗ хавасланнӑскер, капитана аллинчен пырса чӑмӑртарӗ. Марш! — Эсир этемӗн пурнӑҫра пурне те кирлӗ уйрӑмлӑхӗ ҫинчен калатӑр-ҫке-ха. — Пулма пултараймасть-и? — терӗ Лиденброк профессор хаяр сасӑпа. Пӗрре ӑна комиссар тӑванӗн хӗрӗ, фортри чи илемлӗ хӗр, ҫав темтепӗр курассишӗн шыраса ҫӳрекен ҫын ҫине ытлах та кӑмӑллӑн пӑхса илнӗ пек туйӑнса кайнӑ-мӗн. * * * Пасарта барабанщикӑн тӑватӑ патронпа авӑрланӑ револьверне сутӑн илсе, эпӗ хама чӗреренех тивертес шутпа кӑкӑртан петӗм, анчах ӳпкене ҫеҫ шӑтарнӑ иккен, вара тепӗр уйӑхран, ҫав тери намӑсланса, хама хам тӳсмелле мар ухмах пек туйса, эпӗ каллех булочнӑйра ӗҫлерӗм. Вара хуторта ман ҫинчен ҫапла калама пуҫларӗҫ: Ванькӑ Аржанов кӑшт тӑмсайрах, ӑсӗ катӑкрах. — Унтан, какӑрса илчӗ те, ҫиллине пусарса хушса хучӗ. — Эсӗ ӑна йӑпатма килтӗн-им? Ҫапла ӗнтӗ, Адриан чӳрече умӗнче чей ӗҫсе ларнӑ, ҫиччӗмӗш куркине ӗҫнӗ май, хӑй йӑлипе хуйхӑллӑ шухӑшсем айне путнӑ. Сывӑ пулӑр. Болгари чысӗ пуринчен те хаклӑрах, — чӗтрекен сасӑпа каласа хучӗ Огнянов, — эпӗ сире тепӗр хут ҫакна калатӑп: кайӑк чунлӑ ҫынсем ан пулӑр, хӑвӑра инкек курмалла ан тӑвӑр. Паллах, унӑн халӗ нимле шиклӗ шухӑш та пулман. Эпӗ Швабрин патне кайрӑм та ҫӗре унта ирттертӗм. — Англире вилнӗ… — тепӗр хут каларӗ арҫын сасси. Ку ӗнтӗ леш шӑмӑсен тахҫан вилнӗ этем кӗлетки мар, ҫак элес-мелес тискерсене итлеттерме пулакан чӑн-чӑн улӑп этем. Хлопуша хушнипе, хуралҫӑ мана приказ ҫуртне леҫсе ячӗ. Тӳперен ӗнтӗ юр та ӳккелет, йывӑҫ турачӗсене мулкач ҫӑмӗ пек пас тытса лартнӑ. Фу, мӗнле айван эпир сирӗнпе, Ромочка. Ав, катара пӗр чиркӳ Пӗччен ларать курӑнса. ……………………………………. — Ҫӗрӗ мӗн ҫинче? Ҫапла-а!.. — вӑраххӑн тӑстарса каларӗ Павел. Пӗррехинче ирхине Тельмарш вӑл ҫула тухма хатӗрленнине туйса илчӗ; хӗрарӑм чылай вӑхӑт сӗм вӑрман ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. — «Ах, ан ухмахланӑрсам!» — пырса тӗкӗнме ҫук пек сиввӗн хуравласа тарса кӗрет хӗр. — Апостол ӗҫӗпе-и? — Ҫак йывӑр вӑхӑтра кашни пӑлхар ҫынни хӑй кун-ҫулне хӗрхенмесӗр пуҫне хума хатӗр пулмалла е ҫӗр-шыва мӗнле те пулин пулӑшмалла. Эсир манран йӗрӗнместӗр вӗт, тӗрӗс мар-и? Вӑл ун ҫине чылаях ҫиллессӗн пӑхрӗ те акӑлчанла мӑкӑртатрӗ: — Аха, пӗчӗк янки! Вӑл вуҫех пустуй ӗҫлесе пурӑнать, ӑна кирек кам та улталама пултарать, а вӑл — пултараймасть! ӑссӑрах пурӑнса пырать… — Улпутла пурӑнма йывӑр мар, — систерсе калать Петр, анчах шӑллӗ, хӑйне тӗртсе илнине сисмесӗр, ҫаплах хавхаланса мухтанать: — Купец ҫурт туса лартать тӗк — собор пек вӗт! Ишӗлнӗ ҫуртӑн картишне таврӑнтӑм. Хапха ҫумӗнчи тенкел ҫине лартӑмӑр, йытӑ пирӗн ура вӗҫне выртса питӗ кӗлентӗр кӑшлать, кукамай мана каласа кӑтартать: — Ҫакӑнта пӗр еврей арӑмӗ пурӑнать, унӑн вара — тӑхӑр ача, пит вӗт-шакӑрсем. Эпӗ пичченӗн бумажникӗнче пӗр вӑрттӑн кӗтессинче тирпейлӗ пытарса чикнӗ хайхи паллӑ документа та куртӑм. Ун чухне эпир нумай ӗҫлеттӗмӗр. Франкфуртра-и? Эдуард таҫта ҫитичченех хӑпарчӗ; хӑй час-часах чарӑнса тӑчӗ, кӑшт ҫеҫ пулнӑ сасӑсене те чӗри таппине чарса итлерӗ, ӳкӗнӳллӗ сассипе кӑшкӑрса ярса, пушӑ тайлӑмсене те янтӑратса илчӗ. Акӑ халӗ те Петров кабинӑра ҫаврӑнкалать, аллисене сӑтӑркалать, кулать, пуҫсем ҫийӗпе ярӑнса иртекен «ил»-сене кӑшкӑрса ӑсатать, Алексей машинӑри сӑранпа витнӗ лармалли сак ҫинче канлӗн кӑна тайӑнса ларать. Хӑш ҫулпа кайрӗ вӑл? — терӗ. Кам мӗн пытарса усрама пултарать — пытарса усратӑр, кайран вара, хамӑрӑннисем килсе ҫитсен — каллех кунта леҫсе парӑпӑр. — Сывлӑх сунатӑп, — тавӑрчӗ Назанский хӑйӑлтирех йӑваш сасӑпа. Ҫунакан вутта вӑл туяпа тапраткаларӗ. — Пӗлетӗп. Эпӗ ӑна:— Паруса антарӑр, — тесе ҫырса патӑм. Урӑлла шухӑшланине ӳсӗрпе калать, теҫҫӗ-ҫке-ха… Эпӗ курнӑ вӗсене, тек курас килмест! Сӑмахран, хӗрарӑм е мӗнле те пулин выльӑх илемлӗхне кӑтартса парас пулсан, вӗсем яланах геометри терминӗсемпе: ромбпа, ҫаврашкапа, параллелогрампа, эллипспа е музыкӑри танлаштарусемпе усӑ кураҫҫӗ. — Сирӗн патӑрта ухтарчӗҫ-и? Тепӗр чухне эсир мана пӑрахса параттӑрччӗ, анчах ыйткалакана паракан ҫын хӑй нихҫан та ун ҫине пӑхмасть, илекенни вара яланах, ним сиктерсе хӑвармасӑр асӑрхаса юлать. Санаторире истребительсемпе вӗҫме ӗмӗтленекен урасӑр ҫын пурӑнни ҫинчен калакан хыпар санатори тӑрӑх ҫиҫӗм пек сарӑлчӗ. Питне пудрӑпа шуратнӑ, куҫӗ кӑн-кӑвак, пӑхма чаплӑ ӗнтӗ, кулкаласа кӑна тӑрать унӑн сӑн-пичӗ, ун пекки кирек кама та, пурне те самантрах пӑхӑнтарать, патшара ларакан хӗрарӑмӑн ҫеҫ пулма пултарать ун пек сӑн-пит. — Санӑн калаҫас марччӗ, Егор Иванович! — ыйтрӗ амӑшӗ, унӑн аллине хуллен, ачашшӑн сӑтӑрса. — Ӑна вӗренеҫҫӗ-и вара?.. Анчах Хӗвел Плутона пит начар ӑшӑтать, Плутон ҫинче 200 градуса яхӑн сивӗ. Плутона нумаях пулмасть — 1930 ҫулта тупнӑ. Эп калатӑп: каяс пулать. — Вӑт епле хисеплеҫҫӗ! — тӗлӗнсе кӑшкӑрчӗ Артамонов, ывӑлӗ ҫине пӑхса. Иртнӗ каҫ вӗсем тимлӗ пулман пулсан, кимӗ шывсиккине лекнипе хӑйсенчен ҫыран хӗрринчи чулсем ҫине кӑларса пӑрахнӑ пилӗк виле ҫеҫ пулма пултарнине шутласан, ҫамрӑк ҫын пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ. Савельич ӳпкелеше-ӳпкелеше манран юлмасӑр пырать. Шухӑшласа пӑхатӑп та, урӑхла пулма та пултараймасть. Апла пулма пултараймасть. — Чӑнах! Ҫак хӑрушӑ ҫулҫӳреве эпӗ 1714-мӗш ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче ирпе 9 сехетре тухса кайрӑм. Паллах, социализма ҫине тӑрсах тӑваҫҫӗ. Сноун тулли юханшыв, Виктори провинцийӗн кӑнтӑр енчи ҫӗрӗсенче Лӑпкӑ океана юхса кӗрет. Тӗрӗс каламастӑп-и вара эпӗ? Грант капитана шырама каятпӑр. Палаткӑпа кухньӑна Кирила Петрович апатланма палӑртса хунӑ вырӑна малтанах леҫтернӗ. Ученӑйсем ҫапах та метеоритсем ҫинчен нимӗн те пӗлмен. Пӗлӗт ҫинчен чулсем ӳкнине ӗненмен ученӑйсем те пулнӑ-ха. Тӗрӗсрех тӑрса юлӑн. Пурнӑҫра эпӗ пуринчен ытла ултавран вӑтанатӑп, ку вара кирек хӑҫан та хӑравҫӑлӑхпа халсӑрлӑхран килет, ҫавӑнпа сире нимӗн те суйса тӑрас теместӗп. — Ӑсатӑпӑр. — Мучи, эсӗ паян станицӑна кайма шутлатӑн-и? — терӗ Давыдов. Николайӑн сӑнӗпе сасси, пӳлӗмри ӑшӑпа ҫутӑ Власовӑна лӑплантарчӗҫ. Час-часах вӗсем мана каҫхине ҫывӑрма памаҫҫӗ. Вӗсем пӗр-пӗринпе тупӑшса, хирӗҫсе пӑр ҫинче выртакан вилнӗ тюлень ӑшӗ-чикки тавра явӑнса ҫӳреҫҫӗ. Кама тӗл пулнӑ, хӑйсемпе чухне виҫшер кун хушши ӗҫетчӗҫ. — Халӗ пин манит хатӗрлӗр. Ҫакна май ман пуҫа пӗр кулӑшла шухӑш килсе кӗчӗ. — Тепӗр чух ҫын калаҫать, анчах та вӑл сана пӗр-пӗр тӳрӗ, уҫӑмлӑ сӑмах калама пултариччен эсӗ ӑна ниепле те ӑнланаймастӑн, вара ҫав пӗр сӑмахах хӑвӑрт, пӗтӗмпех ҫутатса ярать! — тӗплӗн шухӑшласа каласа пычӗ амӑшӗ. Пӳлсе уйӑрнӑ станоксем хушшинче лашасем майӗпен кавлекелесе тӑраҫҫӗ. — Кӗпер ҫинче чарса тӑратмасан, эпир халех Николаевски казармӑсене кайӑпӑр. Курнатовский пӗрремӗш хут килсе кайнӑ хыҫҫӑн пӗр-виҫӗ эрнерен Анна Васильевна хӑйӗн Мускаври Пречистенка ҫывӑхӗнчи пысӑк йывӑҫ ҫуртне, — колоннӑсемлӗ, кашни чӳрече тӑрринех тӗрленӗ шурӑ лирӑсемлӗ, мезонинлӑ, умри сад пахчиллӗ, пысӑк ешӗл картишлӗ, пусӑллӑ, унӑн ҫумӗнчи йытӑ йӑвиллӗ ҫуртне, — куҫса кайрӗ; ҫакӑншӑн Елена ҫав тери савӑнчӗ. — «Петрушка, лакей». Чӑнах та «пӗтӗмпех пӗтрӗ», мӗншӗн тесен эпӗ ҫав тери вӑйран кайнипе ҫӗр ҫине тухасси ҫинчен шухӑшлама та пултараймастӑп. Шӳт тума тытӑнаҫҫӗ ак. — Вырӑс вара, вырӑс эпӗ, хамӑр ҫын, лётчик… — Том мистер, хӑвӑрах курӑр-ха, акӑ, шывпа шӑварсах эпӗ ӑна ҫав тери лайӑх ӳстеретӗп — тепри куҫҫульпе шӑварса та ман чухлӗ ӳстереймӗ! Яков Лукич аллисемпе кӑна сулчӗ: — Фельдшер мана пулӑшас ҫук, хамах выртса ирттерӗп… Кирлӗ пулсан, эпӗ пӗччен Грант капитана шырама тухса каятӑп. — Ну, сквайр, — терӗ доктор. — Ну, доктор — терӗ сквайр. Ҫав каҫ посёлокра никам та пулман. Вӑл мана вӗҫертрӗ те аллинчи туйипе чылайччен кӑвар чавса ларчӗ. — Вӑл мӗнлереххине пӗлместӗп ҫав эпӗ… — илтӗнчӗ салхуллӑ ответ. Вӑл унта кун сиктермесӗр ҫӳрет. Унӑн чунӗ ӑнсӑртранах хӑюллӑхпа тулнӑ, ырӑ ӗмӗтпе вӗресе кайнӑ, анчах ҫурма хупӑ кантӑкран витӗр ҫил вӗрсенех, Анна Сергеевна пӗтӗмпех тӗршӗннӗ, ҫилленсех кайнӑ, ҫав самантра ӑна пӗр япала кӑна — хӑй ҫине ҫав путсӗр ҫил вӗрменни кирлӗ пулнӑ. Дежурнӑй унтер-офицер пире казармӑна кӗртесшӗн мар пулчӗ, анчах Зухин ӑна темле майпа ӳкӗте кӗртрӗ, вара хайхи ҫыру леҫме пынӑ салтак пире темиҫе пӗчӗк лампӑпа аран-аран ҫуталнӑ пысӑк пӳлӗме ертсе кӗчӗ, кунта ик енӗпе те нарсем, нарсем ҫинче сӑрӑ шинеллӗ шаклапуҫ рекрутсем, хӑшӗ лараҫҫӗ, хӑшӗ выртаҫҫӗ. Хӑни унӑн хуҫалӑхри ӗҫӗсене мухтас пулсан, вӑл кашнинчех ӑна хӑйӗн пурлӑхне кӑтартса: «Ҫапла!» — тенӗ усаллӑн кулса, — манӑн пӗрре те хамӑн кӳршӗ Григорий Ивановичӑнни пек мар. Сӑнӗ ун ҫак кунсенче шурӑхса кайнӑ, куҫӗсенче темӗнле хӗлхемсем ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ, пичӗ тӑрӑх уҫӑ мар кулӑ юлхавлӑн кускаланӑ. Халь, аллине ҫыхнӑ, урине тӑлланӑ хӳтлӗхсӗр ҫынна курсан, унран хӑрамалла маррине ӑнланчӗ те ӑна кӗрсе курма шутларӗ. Ҫӗршер пинӗн ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳрекен пӑсӑлнӑ-тусӑлнӑ ҫирӗп-паттӑр мӑнаккайсене, вӗсене текех вӑхӑтран-вӑхӑта чун пусаркалама кирлӗ тесе тӑракансем те пулин кураймаҫҫӗ. Стенасем ҫийӗнчи лава вырӑнне халӗ чалӑш сийлӗ, час-часах тӳп-тӳрӗ анакан сийлӗ, ӗлӗк шыв тӗпне ларса пулнӑ тӑпрасем курӑна пуҫларӗҫ. Вӗсене никам та пемерӗ. — Эпӗ… княжна… эпӗ нимӗн те шухӑшламан… мӗнле хӑям-ха… — терӗм именсе. Дикарьсемпе, пиратсемпе е ылханлӑ французпа тӗл пулассинчен сыхланма, эпӗ пӗр ҫирӗм ҫынна тытасшӑнччӗ. Эпӗ халран кайрӑм, анчах пурӗ те ултӑ ҫын ҫеҫ тупрӑм, унтан ӑраскалӑх мана хӗрхенчӗ пулас, вара эпӗ хама ҫак ӗҫе ҫийӗнчех туса паракан ҫынпа тӗл пултӑм. Хӑяймӑр эсир! — Хӑҫан аманнӑ эсӗ, тӑванӑм? Эпӗ ӑна, сакӑр ҫул курманскерне, ҫав тери юрататтӑм, ҫитменнине тата вӑл анне пекех туйӑнать. Константин пуҫне каялла ывтӑнтарчӗ те, халь ҫеҫ кама та пулин питӗ чеен улталанӑ пек, калама ҫук хаваслӑн вӗтӗртеттерсе кулса ячӗ. — Гарри Грант мӗнле-ши? — Эпӗ вӗсене пуҫӗсем ҫурӑлса каймаллах ҫамкисемпе пӗр-пӗринчен шатлаттарӑп! — хушса хучӗ улӑп, пысӑк чышкисене ҫӗклесе. Ҫавӑрӑнакан сулӑна нимӗнпе те чарма ҫук. Вӑл питӗ хӑвӑрт ҫавӑрӑнать, ҫав вӑхӑтрах вӑл юхӑма май ыткӑнтарса пырать. — Ну, мӗнле, ҫӗре уйӑрса касса илтӗн-и, ватӑ тусӑм? — тесе ыйтрӗ Пеночкин господин, мана куҫӗсене хӗссе. Вӑл сӑмахсене хресченле калама тӑрӑшни кӗретӗнех палӑрать. — Ытах этемсем те мана хам шухӑшӑмсенче пулӑшаймаҫҫӗ пулсан, кӗнекесем пултараймасси паллах… — салхуллӑн каласа хунӑ Фома. Том хулан тепӗр вӗҫне ҫитичченех пӗр ҫылӑхлӑ ҫын та пулин тупма ӗмӗтленсе утса тухрӗ, вара ун пӗтӗм шанчӑкӗ пӗтсе ларчӗ. Чей ӗҫнӗ чухне вӑл эпӗ нимӗн те ҫименнипе вӗҫӗмрен хӑраса ларчӗ. «Ывӑт!» терӗ вӑл, хайхи чечеке Петро аллине тыттарса. Телее пула Гэнтер питӗ лайӑх ишекен ҫын пулчӗ. Пысӑк Петя каллех аманнӑ иккен, вӑл награда та илнӗ, ҫӗнӗрен фронта таврӑннӑ — Катя Мускавра ӑнсӑртранах ун батальонӗн командирӗпе Совет Союзӗн Геройӗпе паллашнӑ та, Петя вара «ку вилӗм ҫине сурса хурас» тесе калать, тет, ҫак сӑмахсене илтсен Катя тӗлӗнсе кайнӑ. Ҫав йынӑшу чӗрене хайӑрса кӑларас пек илтӗнет, ҫынсем вара, шарт сиксе вӑранса, пуҫӗсене ҫӗклеҫҫӗ те тӗттӗмре енчен енне сӑр халпа кӑтӑш пулаҫҫӗ, хӑрушӑ тӗлӗксемпе аташаҫҫӗ, каҫхи сулхӑнпа ҫӳҫенсе вӑранаҫҫӗ, сивӗ ҫил ҫинче ӗнтӗркеҫҫӗ. Каякансене ӑсатма пӗртен-пӗр Соломон ҫеҫ тухрӗ. Никам та: «Ку манӑн», — тееймест, мӗншӗн тесен мӗн пурри — Хӗвелӗн. Савельич ман хыҫҫӑн апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсен арчине йӑтса кӗчӗ, чей вӗретме вутӑ ыйтрӗ. — Витене кӗрсе тухар-ха, колхоз лашисен ҫитсе курар, — сӗнчӗ Разметнов. — Чӑнах-и? — хуллен шикленсе ыйтрӗ йӗкӗт. Эпӗ хӑш еннелле каям-ши тесе шутласа тӑнӑ вӑхӑтра, кӗтмен ҫӗртенех манӑн куҫӑм умне, пӑрҫа акнӑ уй хӗрринче лутра хӳшӗ курӑнах кайрӗ. Ав казаксем хушшинче, итле, Библисӗр пуҫне урӑх ниме те хисеплемеҫҫӗ, Библи тени вӑл Саратов таврашӗнчи нимӗҫсем патӗнчен, Лютор патӗнчен килет; вӑл Лютор ҫинчен ҫапла каланӑ: «Хӑйӗн ятне хӑйне килӗшмелле тупса илнӗ: чӑн-чӑн та Лютор, хаяр тесе калаканскер, чӑн та хаярскер, хаярри кӑмӑллӑ!» Яхта йӑлт чикӗнсе кайрӗ, вара сисмен ҫӗртен килсе ҫакланнӑ хум штурвал ҫинче тӑракан Вильсона ыткӑнтарса ячӗ, «Дункан» тытӑм йӗркине ҫухатрӗ те, хума тӑрӑх хӑяккӑн ҫавӑрӑнчӗ. — Унсӑр пуҫне никам та мар, паллах… — Салтӑр! — тенӗ Фома. Юлташӗсене алӑпа сулса илчӗ те вӑл, чупса пынӑ ҫӗртех, хайхи окопа кӗрсе ӳкрӗ — чыхӑна-чыхӑна, хыттӑн ӳсӗрме пуҫларӗ. Квейс комендантӑн йывӑр мухмӑрӗ кӑштах иртсе кайма пуҫласан, Реде доктор ӑна хӑйӗн уйрӑм пӳлӗмне чӗнсе кӗртрӗ. Вӑл мана чӗнсе чарчӗ те: «Эс ӑҫта каятӑн, Соколов господин?» — тесе ыйтрӗ. Унпа юнашар, вӑл та лаша ҫинче — черкеска тӑхӑннӑ, пӑшаллӑ хӗрача. Вӑл кӑшт курпунтарах, хура кубанки айӗнчен пӗчӗк ҫивӗчӗ тухса тӑрать. Ун хыҫҫӑн икӗ ҫула яхӑн асаплантӑм: пытанса ҫӳрерӗм, взяткӑсем те патӑм, прошенисем ҫыртӑм. Этем тӗллевӗсемпе туртӑмӗсене унӑн сӑн-пичӗ чухлӗ урӑх нимӗн те татӑклӑн палӑртаймасть, тата кунта сӑн-пит хӑй те мар, вӑл хитре пулнине ӗненни пысӑк вырӑн йышӑнать. Хӑйӑлтатакан баспа шӑннӑ та ҫухрашка тенор ҫуллахи кунӑн шӑплӑхне пӗрехмай хускатаҫҫӗ. Хытӑ мӑнаҫланнипе унӑн мӑйӗ хытса ларнӑ, пуҫӗ, янахӗ ҫулелле ытлашши туртӑннипе, халь-халь татӑлса ҫӳлелле вӗҫсе каяссӑн туйӑнать. — Килтех. Юлашки ҫурма пурнӑҫне вӑл Мускавра ирттернӗ те канлӗхре ытла хулӑнланса кайнӑ. Вӗсене вӗрентме шухӑшлатӑн-им? Ҫухалнӑ шӑллӑмшӑн хуйхӑрни пусӑрӑнсан, ун чухне туй ҫинчен тата ытти ҫавӑн пек япаласем ҫинчен калаҫмашкӑн та вӑхӑчӗ ҫитӗ вара. — Эсир мистер Кольхаун ҫинчен ыйтатӑр-и? Ҫапла мар-и? — Ҫук, ҫук, ун ҫинчен эпӗ пурне те пӗлетӗп. Вӑл хуллен кӑна намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса, пырне шӑмӑ ларнӑ пек мӗкӗрсе, хӑйӗн хырса тасатнӑ питне ывӑҫ тупанӗпе хыттӑн сӑтӑрма тытӑнчӗ. Василий Иванович Базаров патӗнче ларать. Хыпса ҫунма пуҫланӑ Итали юнне хӑй пурнӑҫӗнче вӑл пуҫласа тӗл пулчӗ. Ҫапла Ганс пире Снеффельс ҫурма утравӗн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ хӗрринче, вулкан тӑвӗ пуҫланнӑ ҫӗртех ларакан Стапи ялне ҫитиччен ертсе кайма пулчӗ. Ҫыру мӗн вӑл? Ӗмӗр-ӗмӗр итлесен те, итлесе тӑранман пулӑттӑм! Ҫав майпах вӑл пӗр-пӗр япаласен тӗсне те, хӑйӗн нервисем ҫав тери вичкӗн туйӑмлӑ пулнине кура, вӗсем пӗри тепринчен мӗнпе уйрӑлса тӑнине алӑпа хыпашланӑ тӑрӑхах пӗлсе ӑнланма тӑрӑшатчӗ. — Шаннӑшӑн тавтапуҫ! Анчах ҫурма ҫултах, сӑрт тӗпӗнчен кӑшт ҫӳлерех хӑпарсанах, пирӗн уйӑх ҫутатакан вырӑна тухмалла. Унӑн атаманӗ Бен-Джойс — питех те паллӑ преступник, вӑл Австралине нумай пулмасть кӑна килнӗ. Шайка влаҫсен аллине ҫакланайман-ха. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗн юлашки кунӗчченех чура пулнӑ. Сан Джеймс пиччӳпе ун арӑмӗнчен вӑл мӗн чухлӗ хурлӑх тата мӑшкӑл тӳснӗ? — Ах, эпӗ укҫа пирки мансах кайнӑ! — вӑл кӗсйинчен бумажникпе укҫа енчӗкӗ кӑларчӗ те иккӗшне те Гальмалона пачӗ. Халӗ офицер Яков ҫине хӑйӗн кӑвак, ҫутӑлса тӑракан куҫӗсемпе тинкерсе, ыйтуллӑн пӑхрӗ; Эпӗ лапутянсем патне лекиччен виҫӗ ҫул маларах утрав ҫинче тӗлӗнмелле событи пулса иртнӗ, ҫав событине пула ҫак монархи чутах пӗтсе ларман. Хӑраса ӳкнӗ Чартков малти пӳлӗмре паттӑр пекех харлаттарса ҫывӑрса кайма ӗлкӗрнӗ Мӗкӗтене чӗнесшӗн пулчӗ; анчах сасартӑк чарӑнчӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ. «Хатӗр пулать, чунӑм, праҫник иртсенех пулать. — Айван ҫынсене ҫапла туйӑнать вӑл! — Хитре хӗр, — терӗ тепӗр хут Белецкий. Анчах хамӑн ура вӗҫӗнче шӑнкӑртатса выртакан юханшыв мана ответне те хӑех пачӗ. Вӑл вӑйсем унпа мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек вылянӑ, унӑн пысӑках мар ӑс-тӑнӗ вӗсене ҫӗнтерме пултарайман пек туйӑннӑ. Эпӗ ун ҫине пӑхса тӑтӑм. Пӗр минут та канӑҫ ҫук. Енчен ҫапах та вӗсем ҫапла хӑтланаҫҫӗ пулсан, аттен мана пытарса усрамалли пӗр лайӑх вырӑн пур имӗш, вӑл кашни ҫынна уйрӑмшарӑн, никама та манса хӑварас та, тупас ҫук тет. Илтетӗп, ҫын каллех кӑшкӑрать, каллех ман хыҫра, анчах урӑх тӗлерех, халӗ ӗнтӗ вӑл пӗр чарӑнмасӑр кӑшкӑрать, анчах унӑн сасси тӗрлӗ вырӑнтан; илтӗнет, эпӗ те ҫав сасӑ хам умра илтӗнекен пуличченех ӑна хирӗҫ кӑшкӑртӑм: вара тинех ӑнлантӑм: манӑн кимӗ юхӑма май ҫаврӑннӑ, апла халь пӗтӗмпех йӗркеллӗ: кӑшкӑраканни — Джим, пӗр-пӗр урӑх сулӑҫӑ мар. Санпа лӑпкӑн калаҫма ман сывлӑх ҫитмест. — Ӑна пӗлме пулӗ-ха, — терӗ Джон Мангльс, Кӑнтӑр Америкӑн карттине салатса. Ҫакӑ питӗ лайӑх пулчӗ: вӗсем ӑна черечӗпе чӑмлама пуҫларӗҫ, — Ытах та киленнипе ура сулласа ларчӗҫ. — Ара вӑл — тимӗрҫӗ! — тӗлӗнсе кӑшкӑрчӗ сарӑ мӑйӑхлӑ пӗр ҫамрӑк казак, Давыдовӑн тимӗр-тӑмӑр тыткаланипе хура тӑхлан тӗсӗ ҫапнӑ ал тупанӗсемпе ҫӗвӗллӗ-ҫӗвӗллӗ чӗрнисем ҫине тӗллесе кӑтартса. — Мӗн, мӗскер? Мана вӑл пӗрре ҫеҫ мар ҫапла каланӑ. Театра кайма ун валли билет илсе килетчӗ те хӑй киле юлатчӗ, чечек ҫыххисем паратчӗ. Пӗр инкек кӑна-ха пирӗн: Машӑна качча памалла, анчах придан япали пачах ҫук: пуҫ турама вӗтӗ тура та пӗр милӗк, мунчана каймашкӑн (турӑ каҫартӑрах), тата пӗр алтын укҫи пур. Голова хӑшпӗр чухне, уйрӑммӑнах хӑй килӗштермен сӑмаха илтсен, хӑлха илтмест тесе суйма юратать. 1642 ҫулхи декабрӗн 13-мӗшӗнче пӗр паллӑ мар утравӑн хӗррине пырса ларнӑ. Хӗрхенчӗ чӑлаха, — илтӗнет вӑйсӑр, нишлӗ сасӑ, ыйткалакан кашни сӑмахне каламассерен сӑхсӑхать, пилӗк таран авӑнса пуҫ таять. Ухмах! — тет. — Ну-с, — тенӗ палламан ҫын, — чи пуҫламӑшӗнчен тытӑнатпӑр. Инсаров каллех хирӗҫ чӗнмерӗ. Юханшыв ҫыранӗсенчи тӳрем вырӑнта пурӑнакан индеецсен аллисемпе урисем пӗчӗккӗ те хитре пулнӑ. Сурса ил те чупту тӑшман… (тьфу!) чупту унӑн аллине, — тет. Ывӑлӗ унӑн пичӗ патне пӗшкӗнчӗ те ҫилӗпе — хӑйӗн ашшӗ пекех — каласа хучӗ: — Эпир пурте ҫав хӑранӑ пирки пӗтетпӗр те! — Вот мӗскер, хаклӑ Эдуард, — терӗ майор, — сире мӗн тӑвассине калас тесен, питӗ пысӑк ответлӑх илес пулать. — Хӑвӑр та унпа пӗрлех ларӑттӑр-и? Капла аяла анма юрамасть, мӗншӗн тесен манран мӗн пирки ташламастӑн тесе ыйтсан, эпӗ мӗн калӑп-ха? Сасартӑк спичка чӗртсе ман пите ҫутатать, эпӗ урайӗнче, сцена ҫумӗнче темиҫе тӗттӗм кӗлетке ларнине куратӑп. Вара тахӑшӗ ҫапла каларӗ: — Ӗненетпӗр, тухтӑр, чӑнах та кунта нимӗн япӑххи те ҫук. — Питӗ хытӑ ҫывӑртӑр! Халапри ҫывӑракан пике пекех! Пӗр вӑранмасӑр вунӑ сехет! Халӗ ӗнтӗ сирӗн бульон ӗҫмелле те каллех ҫывӑрмалла. — Калӑр-ха, ӑҫта вӗреннӗ эсир ҫав тери ӑста ҫапӑҫма? — сасартӑк кӗтмен ыйту ячӗ Тоня. Эпӗ ҫавӑн пек ҫинҫе пилӗклӗ те кӗрнеклӗ хӗре курман вара! Аллине темле хутсем тытнӑ, салхуллӑрах та хӑюллӑ сӑнлӑ Карл Иваныч алӑк патне чӗрне вӗҫҫӗн пычӗ те хуллен шаккарӗ. — Мӗн чул пӑрахас? — тиркевлӗнрех, ҫав вӑхӑтрах сатуррӑн ыйтнӑ Фома… Ну, ҫуркуннепе вара шӑпчӑксем тытатӑп. Хӗр куҫӗсене шӑлса илнӗ те:— Фома мӗскерле? — тесе ыйтнӑ. — Урӑххипе пулсан та, ку енӗпе ҫылӑхлӑ мар вара, — терӗ шӑл витӗр Базаров. Людмила ним чӗнмесӗрех, хута пиҫиххи хыҫне чиксе, пукан ҫине ларчӗ, унӑн куҫлӑх кӗленчи ҫинче хӗрлӗ вут ҫути палӑрчӗ, ҫутӑ унӑн ним хускалман пичӗ ҫинче те выляма пуҫларӗ. Чупнӑ майӑн эпӗ, ватӑ пират хӑйӗн юлташӗсене чӗннине илтрӗм. Ҫак сасӑсем мана ҫунат панӑ пек туйӑнчӗҫ. Ытлашши калаҫатӑн эс… Хуралҫӑ чугун таткине чанлаттарма тытӑнчӗ, йытӑсем вӗрсе ячӗҫ. — О, вӑл халех ҫапла калать пулсассӑн — пысӑк телей… Кралич пытаннӑ ҫӗртен пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ, мелник иккен, хытанка кӑна ҫӳлӗ хресчен, унпа юнашар кӑвак сӑкман тӑхӑннӑ хӗрача, вӑл ҫарран. Хӗрачи вӑл мелникӗн пулмалла, алӑка сӑлӑп ярса питӗрсе хӑтланчӗ. — Ҫук. Ку пӗлӗт пулнӑ вӗт… эпир вара ҫынсем, мӗскӗн те ҫылӑхлӑ ҫынсем… Анчах вилнӗ ҫын кунта ултӑ пин тесе хӑварнӑ пулсан, ун чухлӗ ҫук тесе калаймастпӑр-ҫке. — Тӑхтӑр, — тет герцог. Зинаида сӑнӗ ман умрах тӗттӗмре ҫуталчӗ — умӑмран каймарӗ — унӑн тути малтанхиллех ытарлӑн кулчӗ, куҫӗсем ман ҫине кӑштах хӑяккӑн, темӗн ыйтнӑн, шухӑшлӑн та ачашшӑн пӑхрӗҫ… шӑп иксӗмӗр уйрӑлнӑ самантри пекех. Шӑнса вилсен те, нимӗн те тумалли ҫук, — тенӗ Миките. Ҫав вӑхӑтрах паҫӑрхи хӗрарӑм ещӗкне Корчагинӑн пуҫӗ ҫине лартасшӑн тӑрать. Петька, ҫакӑн пек куҫ хупмасӑр ҫирӗм минут выртсан, кӑнтӑрла та уйӑхпа ҫӑлтӑрсене курма пулать тесе ӗнентерме тӑрӑшрӗ. Ҫамрӑк офицерӑн чӑрсӑрлӑхне ҫаплипех хӑвармаллаччӗ-и, Клюбер г-н пек пулмаллаччӗ-и? Грушницкий, туйи ҫине таянса, хӑйне драмӑлла кӑтартма ӗлкӗрчӗ те мана хирӗҫ французла хыттӑн калама пуҫларӗ: — Mon сhеr, lе hais les hemmes pour ne раs les meprser, саr autrement lа vie serait une farce troh degoutane. Апла пулсан, ӑна шеллесси те ҫук, тапратса ятӑн та — укҫана ҫапать те ҫапать… нимӗн сӑмахсӑр, нимӗн чӑрмавсӑр… ҫаврӑнать те ҫаврӑнать! Пурте ӑна хисепленӗ пек пӑхаҫҫӗ, ҫамрӑксем пӑртак унтан хӑраҫҫӗ те, — качча ҫав пысӑк ӳт-пу ҫине сӗмсӗр куҫсемпе пӑхать, анчах унӑн куҫне хирӗҫ хӗрарӑмӑн таччӑн ытамланакан куҫӗ тӗл пулсан, каччӑ вӑтанса хӑй куҫӗсемпе ҫӗрелле пӑхать, Жихарев та хӑй хӑнине хисеплӗн пӑхать, ӑна «эсир» тесе чӗнет, кумма тет, ӗҫме-ҫиме сӗннӗ чух ӑна пуҫ таять. Ҫапла пулин те, суккӑр ача ҫине кашни пӑхмассеренех амӑшӗн чӗри кассах ыратса килнӗ. — Ӑҫта-ха лаша? — Аха, Толине! — кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Ҫак самантра Грушницкий хӑй стаканне хӑйӑр ҫине ӳкерчӗ те, ӑна илме хӑтланса, пӗшкӗнме тӑрӑшать: суранлӑ ури ӑна ытла чӑрмантарать. Икӗ ҫурт хушшинчи ансӑр ҫӗр лаптӑкӗнче пӗр вунпилӗк ватӑ ҫӑка ларать, вӗсен пысӑк вуллисем ҫине симӗс мӑк тапса тухнӑ, хура, ҫара турачӗсем вилӗ пек кӑнтарӑнса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хушшинче пӗр курак йӑви те ҫук. — Гейка! Ку сана тивӗҫет, Бек. Вӑл хӑй ытамне сарчӗ, Еленӑпа Инсаров ун ҫумне тӗршӗнчӗҫ. Илсе каяс ку михӗсене тимӗрҫӗ лаҫҫине!» Унта ӑна ырӑ кӑмӑлпа кӗтсе илӗҫ, тата вӑл хӑйне валли юнлӑ карьера та тӑвать пулӗ, тен. — Тавҫӑрса ил-ха! — терӗ Махотин, хӗсӗк куҫне ялкӑштарса. Инҫетри башня ҫинче вуннӑ ҫапрӗ. «Эпир сире, лепрешкесене, кӑтартӑпӑр-ха!» теҫҫӗ. Ытти хӑш-пӗрисем кӳренеҫҫӗ. Ҫер ҫинче Джо индеец вилли выртать, унӑн куҫӗсем юлашки минут ҫитичченех ҫутӑшӑн тата ирӗклӗ тӗнчери савӑнӑҫа курасшӑн ҫуннӑ пек; вӑл хӑй питне алӑк ҫурӑкӗ ҫумне тӗршӗнтернӗ. Куҫсем ҫухалчӗҫ. Гулять тума кӑмӑлу ҫук пулсан, ӗҫе тытӑн. Камсем пулчӗҫ? Эсӗ ял Совет председателӗ, пысӑк ҫын, санран ваттисем те, вӗт-шакӑр та пример илмелле, анчах эсӗ мӗн хӑтланатӑн-ха? Асса хӑтланма ҫеҫ кирлӗ мар… — тетчӗ. Пит кӑмӑллӑ каласа «асса хӑтланни» вӑл мӗн пулнине пире ӑнлантарса паратчӗ. Эсӗ хӑвӑн чӗрӳнтен ыйт — вӑл санӑн вырӑс чӗри, каласа парӗ. — Эпӗ пурпӗрех пӳлӗмрен тухатӑп. Николай салхуллӑн, ун майлӑрах каласа хучӗ: — Пур ҫӗрте те литература ҫитмен пирки ӳпкелешеҫҫӗ, анчах эпир ҫак таранччен те лайӑх типографи тӑваймастпӑр. — Ну, господа казаксем, вӑхӑт ҫитсе килет! — Ҫук, мӗншӗн; салам калама хушрӗ те, урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Эпӗ хутла пӗлмен ҫын, ҫавӑнпа та мана пухуран тухса каймашкӑн ирӗк пама ыйтатӑп. Ерофей Кузьмич йӑлтах хӑпартланса кайнӑ. Бомбӑсем ҫине летчиксем «Григорьевшӑн» тесе ҫыра пуҫларӗҫ, ҫапла манпа вара эсӗ вилнӗ хыҫҫӑн та тӑшманпа ҫапӑҫма чарӑнмарӑн. — Ҫапла, пит аван! Вӗсем сывалаканнисен пӗр-пӗр госпиталӗнчен кунти пасара килнӗ пулмалла. Ҫав хапха — арлӑх. Ман шутпа, эсир, Леночка, эпӗ сирӗн ҫемье ҫумне ҫыхланнӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ. Халех. Ытла та ярт-ҫутӑран шурӑ шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, ҫара стенасемлӗ, айккисемпе венски пукансемлӗ, чӳречесенче чӗнтӗр карӑсемлӗ ҫак пысӑк пӳлӗм пушшех те пушшӑн курӑнать. Команда вӑтам палубӑри шӑтӑксене мӗнле май килнӗ ҫапла юсакаланӑ, ҫӗмрӗлмесӗр юлнӑ тупӑсене ҫапӑҫма хатӗрлесе вырнаҫнӑ хушӑра старик-пассажир ҫӳле улӑхрӗ. Ку ӗнтӗ, тӗлӗнмелле ырӑ сӑмах, анчах та укҫи ҫукки касать, ҫитменнине тата хулара ҫӑмарта та, ҫу та ҫук. Повеҫре каярах пулнӑ ӗҫсене ӑнлантарса памашкӑн малтанрах пулса иртни ҫинчен, повеҫе кӗртмесӗр хӑварнине халӗ калас пулать. 1715-мӗш ҫулхи декабрӗн 5-мӗшӗнче ирпе тӑхӑр сехет тӗлӗнче пирӗн карап Даунсе патӗнче якорь ярса чарӑнчӗ те, кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре эпӗ чиперех Редриферти хам киле ҫитрӗм. Хысна валли тесе касса пӗтерчӗҫ. Каҫ пулсан, плитари вутта сӳнтерсе, Негоро карап сӑмсине хӑйпе уйӑрса панӑ тӑвӑр пӳлӗме таврӑнать те тӳрех ҫывӑрма выртать. Ҫаплах кала Нина Капитоновнӑна та. Ҫав вӑхӑтрах Устин малалла сиксе ӳкрӗ, сулахай аллипе лашана чӗлпӗртен ярса тытрӗ, хӑй сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те Давыдов ури ҫумне тӗршӗнчӗ. Фома ҫак уява хреснашшӗ темӗнччен ӳкӗтленипе анчах килнӗ, вӑл, салхуллӑ та шурӑхнӑ сӑнлӑскер, кӑмӑла кайман ҫынсен хушшинче юлташ тупайман, хӑйне ушкӑнтан аякра тытнӑ. Ҫакӑ та паллӑ пулчӗ тата: колонистсен уполномоченнӑйӗ ҫакӑнти ҫӗре килсе курмасӑрах чугун ҫул колонийӗнчен туянни, хӑй вӑл кунта пӗрре те пулманни палӑрчӗ; унсӑрӑн кӑшт-кашт ҫеҫ вӑрманпа витӗнкеленӗ ҫеҫенхире туянма май пур ҫӗртех сӗм вӑрмана туянман пулӗччӗ. Полинӑн ҫара ӳчӗ ҫинче ылтӑн тӗслӗрех сарӑ бухарски халат, урисенче — сафьянран ҫӗленӗ симӗс туфли. Юлашки ҫулҫӳревре эпӗ карап капитанӗ пултӑм, унта мана пӑхӑнса тӑракан алла яхӑн еху пурччӗ. Пирӗнпе пуринпе те эсӗ мӗн туса хума пултарнине сан хӑвӑн курас пулсан, хӑвӑн пӗлес пулсанччӗ… Вӑл ҫапла калать: «Кайрӑмӑр, ват супнӑ, пирӗн пӗр кантӑк хуппин тӑпси татӑлнӑ, кирлӗ пек тӳрлет ӑна, атту, ҫӗрле ҫил тухсан кантӑка ватса пӑрахӗ». Шӑнкӑравпа шӑнкӑртаттарса пульӑсемпе етресем айӗн нимӗн курман-илтмен пекех утатӑн; Ҫав ӗнтӗ — ҫак ҫурма ыйхӑллӑ пурнӑҫӑн ҫитӗннӗ ӑс-тӑнӗ ҫукки — илемлӗ йӗри тавралӑхӑн анлӑхӗ ҫине хурлӑх ӗмӗлкине хывнӑ. — Санран ыйтса тӑмаҫҫӗ! — хуравларӗ Демка Ушаков. Кӳмепе ҫӑмӑл урапа тикӗс мар ҫул тӑрӑх сиккелеме пуҫларӗҫ, пысӑк аллейӑри хурӑнсем пирӗн тӗлтен пӗрин хыҫҫӑн тепри ирте-ирте юлаҫҫӗ. Анчах мусульман ҫӗршывӗсем Африка континентне пушхире кӑларакан суту-илӗве нумай ҫулсем хушши тӑсма хатӗр пулас. — Осадчин ӑрӑмӗ пӗчӗк, имшеркке, мӗскӗн, яланах йывӑрлӑ… Вильсонӑн пӗрмаях сыхланса пымалла, мӗншӗн тесен шыв айӗнчи рифсем ҫине кӗрсе каясран хӑрушӑ; ахаль те ҫак халтӑркка сулӑна тытса пыма пысӑк тимлӗх, пысӑк ӑсталӑх кирлӗ. Унтан вӑл шӗлепкине ӳкерчӗ. — Ах, апла ан кала, тусӑм, — пӳлчӗ ӑна анне темрен хӑраса ӳкнӗ пек, — ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ ӑна? Лайӑх сыхлакан алӑк Лашасене улӑштарни Кольхауна мӗн тума кирлӗ пулнӑ-ши? Эпӗ гамак ӑшӗнчен аран-аран тухкаларӑм та, ещӗке уҫӑ сывлӑш кӗртес тесе, маччари пӗчӗк алӑка тӗксе уҫрӑм: уҫӑ сывлӑш ҫитменнипе эпӗ антӑха пуҫларӑм. Ашшӗпе Маякина, — ун ҫинчен куҫ илмесӗр тӑраканскерсене, — Фоман ҫак ларайман характерӗ чылаях шиклентернӗ. Шӑпах ҫапла ҫав, ырра мар ку. Ӑмӑртура мала тухакан ячӗпе мухтавлӑ юрлаҫҫӗ, ҫакӑ вара ӑмӑртура ҫӗнтерекене награда пани вырӑнне шутланать. — Ҫук, Джим: вӗсен калаҫӑвӗнчен эсӗ пӗр сӑмах та ӑнланман пулӑттӑн, пӗр сӑмах та! Федерацин главнокомандующийӗ Хуан-Альваредо хӑрушӑ тӑшман пулнӑ. Вӑл ҫавӑнтах ҫӑвӑнма шыв пама хушрӗ, ҫӑвӑннӑ хушӑра тепӗр хут тӗкӗр ҫине пӑхса илчӗ: сӑмса. Пурсӑмӑр та пуртӑ тытса ҫак юн ӗҫенсене пӗтерсен ҫеҫ пӑлхар халӑхӗ ирӗккӗн сывлӑш ҫавӑрӗ. Хӑйне ҫавӑн пек кӳрентернине вӑл ним шарламасӑрах тӳссе ирттерет пулӗ тесе шухӑшлакансем те пулчӗҫ. — Атте, сан сехетӳ те мала каять… — Господа! — ҫавӑн пекех хаваслӑн, анчах вӑрттӑнтарах каларӗ Алексей, аллинчи вилкипе сулкаласа. — Манӑн ывӑл, Мирон, пулас инженер, ӑслӑ ача, ҫапла каласа кӑтартрӗ: Сиракуз хулинче питӗ чаплӑ ученӑй пулнӑ; вӑл патшана сӗннӗ: мана тӗренсе тӑмалли вырӑн тупса парӑр, вара эпӗ ҫӗр чӑмӑрне ҫавӑрса хуратӑп! тенӗ. Люттон-Мёррейӑн темӗн чухлӗ юпписенчен пӗри пулать. Ҫапла. Пӗрмаях лӑпкӑн та, чунсӑрла хитрен, сивлеккӗн те ним шухӑшсӑррӑн янӑраса е пӗрре ҫӗкленет вӑл, ӳсет, е ӗлӗкхи хыҫа юлнӑ пӗр чарӑнми кӗрлев патнех ҫитсе ӳкет. — Акӑ халӗ хамӑн ӗҫех илем… — каларӗ лешӗ, — манӑн атте вилнӗ, хуҫалӑх пӗчӗк, анне — карчӑк, ҫӗр сӗткенсӗр, — мӗн тумалла-ха манӑн? Лаша хартлатса, вите тӑрӑх чупма пуҫланӑ. Тускуб хӑйӗн сӑмахне чӑна кӑларать. Вӑт, ҫапла майӗпен вӗренетӗп эпӗ. Ак, пар-ха вӑхӑт, вӗсен уяв пулать, Гирей-хан патне хӑнана каятӑп, буза ӗҫме, — терӗ Лукашка, хӑй ҫумне ҫыпҫӑнакан вӑрӑмтунасене ҫиллессӗн хӑваласа. Ҫак вӑрӑм ӗмӗр хушшинче те икӗ парне ҫеҫ! Эпӗ тухса кайрӑм. Ковалев йӑлтах аптраса ҫитрӗ, мӗн тумаллине кӑна мар, мӗн шухӑшламаллине те пӗлмерӗ. Машинӑсем хатӗр пулнӑ ӗнтӗ, лётчиксем кабинӑсенче ларнӑ. Моторсем сахал газ ҫинче хуллен кӑна ӗҫлесе тӑнӑ, ҫавӑн пирки вӑрман хӗрринче вӑйлах мар ҫил варкӑшнӑ, — ун пек ҫил вӑл — тӑвӑл умӗн, ҫӗр ҫине малтанхи шултра та йывӑр ҫумӑр тумламӗсем ӳкме пуҫланӑ вӑхӑтра пулать, вӑл ҫӗр ҫинчи тусана шӑлса ҫӳрет, йывӑҫсене ава-ава силлет. — Эсир нумайранпа туртман-им, господин доктор? Юрамасть. Ыттисем те ҫавнашкалах: кашни хӑй лаши патӗнче ытларах тӑрать, ҫынсен лашисемшӗн тӑрӑшасси асра та ҫук. Ҫапах та пӗр тӗрӗслӗхне тупрӑмӑр: ҫак икӗ этем Уилкссем мар. Пурӑнасса вӑл хутор вӗҫӗнче, ҫынсенчен аякра, татӑлса пурӑнать, ӗҫлеме юратаканскер, вӑйӗпе ку таврара пуринчен те ирттерет. Мӑнаккӑшӗ каялла ҫаврӑнчӗ те, инкекрен хӑтӑлас тенӗ пек, юбки аркине пуҫтарса тытрӗ. Ку парӑссем те талӑкра икҫӗр мильӑран ытларах кайма май параҫҫӗ, кун пек хӑвӑртлӑхпа Америка континентне ҫитме вунӑ кун ҫеҫ кирлӗ. Вӑл мана итлесе пӗтерчӗ те ман вырӑнта вӑл хӑй те ҫавӑн пек шут тытнӑ пулӗччӗ терӗ. Козельцов халиччен ку блиндажра пӗрре те пулса курман. Ҫак кӗнекене ҫырса пӗтерсе пичете пама хатӗрлесен, пичетличчен малтан ман ӑна повеҫӗн теп геройне кӑтартассӑм килчӗ. Анчах та вӑл маншӑн фронтри вӗҫӗмсӗр вӑрӑм та кукӑр-мӑкӑр ҫулсем хушшинче ҫухалчӗ, иксӗмӗрпе те туслӑ пулнӑ лётчиксем те, официальнӑй документсем те мана Алексей Петрович Маресьева тупма пулӑшаймарӗҫ. Зухин, сайра хутра тетрадьсем ҫине пӑха-пӑха илсе, малалла вуларӗ, ыттисем ӑна чара-чара ыйтусем пачӗҫ, Зухин вара кӗскен, ӑслӑн тата тӗрӗс ӑнлантарчӗ. — Ҫаплине ҫаплах та, — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, — ӗнтӗ вӗсем мана йӑлӑхтарсах ҫитерчӗҫ! — Культура, илемлӗх патне туртӑнни, — терӗ вӑл, — ку вӑл хӑвна ӑслӑ япаласене хисеплеме хӑнӑхтарни пулать, анчах эпир ҫакӑн ҫинчен пурте мар шухӑшлани хытӑ кӳрентерет, пирӗнтен нумайӑшӗ культурӑна кам та пулсан урӑххи чӑмласа парасса, кирлӗ чухне ҫӑвартан хыптарасса кӗтеҫҫӗ. — Юлман та пулӗ. Ну, пӗтрӗ Максимыч, терӗм! Ҫакна ватӑ Макҫӑм та ӑнланнӑ; халь ӗнтӗ унӑн вӗренекенне ку таранччен мӗн ҫитменни йӑлтах пур, суккӑр ачан кӑмӑл-туйӑм аталанӑвӗ халь ӗнтӗ лӑпкӑ та тикӗс, нимӗн те кансӗрлемен ҫулпа пырӗ, тесе шутланӑ вӑл. — Лаша лайӑх. Унӑн вӑрӑмӑшӗнчен унта тахҫан винтовка чиксе усрани палӑрчӗ. Епле пӗчӗккӗ хураҫҫӗ-ҫке республика идейине!.. Вӑл хуллен ҫаврӑнса, пурне те хӑйӗн хуйхипе салхулатса, кӑштӑртатса тухса кайрӗ. Ҫакӑн пек план юрӑхлӑ-и? — Вулатӑп. — Эпӗ сана ҫаклататӑп-ха! — тесе юнарӗ ӑна Очумелов, шинельне лайӑхрах пӗркенсе илчӗ те, пасар вырӑнӗ тӑрӑх хӑй ҫулӗпе малалла уттарчӗ. — Мистер Сидди, сире эпӗ хӑвӑрӑн ӗҫсемпе аппаланма канаш паратӑп. Анчах кровать айӗнче «Живописное Обозренисӗр» пуҫне тата «Огонек» пулнӑ мӗн, акӑ вара эпир Салиасӑн «Граф Тятан-Балтийскине» вуласа ларатпӑр. — Сехет пӑхӑр! Амӑшӗ ывӑлӗ ҫине пӑхса илчӗ, — вӑл пӳлӗме кӗмелли алӑк патӗнче кулкаласа тӑрать. Итлекенсем пурте хӑйсен вырӑнӗнче, Маякин курма хӑнӑхнӑ тӗлте, сӑваплӑн, мӑкавлӑн, хӑравҫӑн пӑхса ларнӑ. Сассине пусарса, вӑл салхуллӑн малалла каларӗ: — Эпӗ паҫӑр хӗрача умӗнче юриех вӑл пушӑ тесе каларӑм — ҫук, пушӑ мар вӑл! Хресченсене помещиксенчен патша тытса илнӗ, апла пулсан, халӗ патша мӗнпур хресченсен пӗр-пӗччен господинӗ пулса тӑрать. Пӳлӗме ҫутатакан уйӑх ҫути ун ҫине ӳксе ӑна тӗлӗнмелле чӗрӗ сӑн парать. Ҫитет-и сана? Ҫакӑ йӑлтах ачана шиклентере пуҫларӗ, хаяр та чунсӑр ҫак ҫӗнӗ хӑнана вӑл халлӗхе пит килӗштерсех те каймарӗ пулас. Пӑхаҫҫӗ хайхи, ак тӗлӗнтермӗш! Пӗри ҫеҫ курнӑ пулсан татахчӗ хуть, пурне те курӑннӑ пек туйӑнать: така пуҫне ҫӗклерӗ, унӑн сӳрӗк куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, самантрах шӑтса тухнӑ шӑрт пек хура мӑйӑхӗсене хускаткаласа илчӗ те вӑл хайхи ватӑсем ҫинелле пӑхрӗ. — Е океана кӗрекен юханшывӑн хӗрринче, — терӗ хавхаланса географ. Марат ун еннелле ҫаврӑнчӗ те: — Симурден гражданин, революци ҫулпуҫӗ роялистсен ҫулпуҫне ирӗке кӑларса ярас пулсан, эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Халь ун вӗсене тӑшман аллине хӑварса, хӗвелтухӑҫнелле каймалла. Ахӑртнех, лавҫӑсем те хӑрама тытӑнчӗҫ пулӗ. Пӑван хут татӑкне хӑвӑрт илсе, ӑна чӗтрекен аллисемпе чӑмӑртарӗ. Эсӗ ӑна спасибо кала. Сӑмахсем пӑлханса варкӑшма тытӑнчӗҫ: — Тупнӑ ухмахсене! Гарнизон вӑйлӑ пулнӑ, вӑл хӑй пысӑк ӗҫ тунине пӗлсе тӑнӑ. — Эпӗ кунта, — илтӗнчӗ Базаров сасси Аркадий пӳлӗмӗнчен. — Эсӗ вара… ҫав чӗлхепе, вӗсем пек, вулама е калаҫма пултаратӑн-и? — «Аптратса пӗтерчӗ, тенӗ, — тепӗр хут та каларӗ Нина Капитоновна. — Сансӑр пурӑнма та пултараймасть», — тенӗ. Эпӗ яра паратӑп: — Профансем, пирӗн ӗҫсене пӗлме тӑрӑшакансем. Нихҫан та сирен вӑйсӑр куҫсем курас ҫук вӗсене. Ҫавӑнпа чӗнмен вӑл, председатель хӑех ответленӗ уншӑн, анчах унӑн отвечӗсем Крэнкбиле пӗтерсе хуракан ответсем пулнӑ. Хам таврара пулса иртнисемпе ҫав тери интересленсе кайнипе эпӗ сахалтан сахал ӗҫлеме пуҫларӑм, ют ҫӑкӑрпа тӑранса пурӑнтӑм, анчах та вӑл пыра питӗ йывӑррӑн кӗрет. — Тен, вӑл кунти ҫын. Вӑл килсе тухни пире пӗр-пӗринчен уйрӑлассинчен хӑтарать. Анчах кивӗ Каса-дель-Корво гасиенди халь те хӑйӗн ӗлӗкхи ячӗпех юлнӑ. Капмарскер, хӑвӑрт-хӑвӑрт ҫывхарать, йӗри-тавра ҫап-ҫутӑ хуртсем ларса тулнӑ хура пӗлӗт евӗр вӑл. Акӑ ӗнтӗ хӑрушӑ та пысӑкскер пире хупласа та хучӗ пулас; унӑн речӗпех ларакан кӑмакисем уҫӑ, хӗрсе кайнӑскерсем, хӗп-хӗрлӗ шӑлсем евӗр курӑнаҫҫӗ вӗсем; пӑрахутӑн вӑрӑм сӑмси пирӗн сулӑ ҫинех пырса кӗчӗ. Уксах урапа-и? — Апла эсӗ, ҫын аллипе кӑвар туртма юрататӑн иккен. Пӗлетӗп эпӗ сана. Икӗ Англи пур вӗт-ха, ҫавсенчен пӗрне — эсир тытса тӑратӑр. Анчах, телее, полковник ҫав вӑхӑтра хӑйӗн портупейне тӳрлетрӗ, ҫавӑнпа та вӑл, нимӗн те асӑрхамасӑр, малаллах калаҫрӗ: — Эпӗ ун тӗлӗшпе нимӗнле уйрӑм йӗрке те шутласа кӑларман, анчах манӑн ӑна ирӗксӗрех кӑшт хытӑрах тыткаламалла пулчӗ — кирек епле пулсан та, пирӗн ҫар тӗрми вӗт. Ҫавӑнтах темиҫе чӳрече уҫӑлса кайрӗ. Хутран-ситрен ҫав хӑй тӗллӗнех пулса тӑнӑ илемлӗ тӳпе айӗнчи тӗлӗнмелле формӑллӑ шӑтӑксем витӗр кӑпӑклӑ хумсем шавласа иртеҫҫӗ. — Ку мӗн тата? — терӗ Костя, пуҫне ҫӗклесе. Носков васкамасӑр, вӗлтрене чӑштӑртаттарса, мӑрье хыҫӗнчен тухнӑ та, хӑйӗн пуҫӗ ҫинчен картузне вӑраххӑн кӑна хывса, мӑкӑртатнӑ: — Эпӗ сире куншӑн усӑ кӳрӗп-ха. — Килӗшетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл. Ҫул ҫинче хӑнасене хӗҫпӑшалпа хирӗҫ тӑрса кӗтсе илекенсем те пулчӗҫ, анчах нумайӑшсем малтанах тарса пытанчӗҫ. — Юрӑҫи аван та, мӑнкӑмӑлланма юратать, ӑна чарас пулать, — тет вӑл, хӑшпӗр хӑнисем те вара ҫавӑнпа килӗшеҫҫӗ. Эпӗ паян хыпар тума ҫын ярӑп сирӗн пата. Вӑл халиччен те — пухура е урамра — ҫак пысӑк алӑллӑ, ҫӳллӗ те илемлӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗре час-часах курнӑ. Ҫакӑн пек ҫисех кӗр тӗлне тутӑ пулӑпӑр теме ҫукчӗ ҫав. «Акӑ сана шкулшӑн хытӑ тӑрӑшакан… — шухӑшларӗ Давыдов. «Тинӗс хумӗ ҫинче ишекен кимӗ пек» сиккелесе пыракан тарантасӑн ларкӑчне ярса тытнӑ эпӗ, ӳксе юласран чун ҫук, ҫавӑнтах тата йытта йыхӑратӑп — ӑна та ҫухатса хӑварас килмест. Пӗрер ҫекунд пек Макар тӑхтаса тӑчӗ. Кунта кам ҫапӑҫнӑ? Ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен хӗҫпӑшалланнӑ вунӑ ҫын храм алӑкӗ умӗнчех хуралласа тӑраҫҫӗ. Алӑк ҫӑри уҫҫи-и? — тет. — Вӑл сире интереслентермест. Ача мӗнле чӗрчун тума шутланине ҫакӑн тӑрӑхах пӗлме пулнӑ. — Эсир, пӗлетӗр, вӑл, Гремячири партячейка секретарӗ пулса ӗҫленӗ май, партие хирӗҫ чылай йывӑр ӗҫсем тунӑ… Пӳрте кӗрсе тӑнӑ Андрее асӑрхамасӑр, вӑл пӗр витре кӗрекен шӑвӑҫ савӑтран кашӑкпа пыл ӑса-ӑса илет те, куҫӗсене тутлӑн хӗскелесе, чаплаттарса, хӑйӗн пӗчӗк сухалӗ ҫине сап-сарӑ тумламсем юхтара-юхтара, пыл ҫисе ларать… Чир тӗлӗшпе эпӗ рапорт патӑм, илтнӗ пулӗ-и эсир? — Тӗп пултӑр пусмӑрлӑх! — кӑшкӑрчӗ такам ҫамрӑк сасӑпа, ку сасӑ тавлашу шавӗнче пӗчченех янӑраса ҫухалчӗ. Тепӗр чухне чунна кӑларса сарсах парас килет, пурин ҫинчен те калаҫас килет, а никам та ҫук! Ку килӗшет пире. Рада ӑна ыталаса илесшӗнччӗ, лешӗ каялла чакса тӑчӗ. Ҫак тӳремлӗхрен ҫимӗҫсӗртерех кӗтес ӑҫта пур-ши урӑх? Кунта пӗр кварц ванчӑкӗсем анчах сапаланса выртаҫҫӗ. «Суять вӑл, тӑван пансем, ҫылӑхлӑ жид святой пасха ҫине значок пусас йӗрке пулма пултараймасть». — Леш ҫынсен сассине илтесчӗ хӑть, — тенӗ Ваҫили Андреич. Шӑтӑк патне тата пилӗк ҫын пычӗҫ. Сӑмахран, Гукер тухтӑр, Бризар профессор, Диффенбах натуралист, тата Юлиус Гаст. Вӗсем хушшинче эпӗ ӑсран каясса ҫитнӗ карчӑкӑн питне-куҫне асӑрхарӑм. — Тавтапуҫ, чунӑм… — Мистер Дэнс, эсир ырӑ ӗҫ тӑвакан ҫын, — терӗ сквайр. Ак, килсен-килсен, тӑчӗҫ чарӑнса, Чарӑнса тӑрсан, кайрӗҫӗ вӑрҫса, Вӗсем те патне сарӑ хӗр тухать, Сарӑ хӗр тухать, ак ҫапла калать: — Эпӗ пулӑп, тет, иксӗртен пӗрне. — Эсир каллех хӑвӑр шухӑшсен аллине ҫакланнӑ, Паганель. Тепӗр минутран бензинпа лайӑх йӗпетнӗ вӗтӗ вут-шанкӑ шӑтӑртатсах ҫунма пуҫларӗ. Ӗҫлеме яла тухса килнӗ чухне вӑл хулара пурӑннӑ ытлашши айван ҫынах пулман ӗнтӗ, анчах класс кӗрешӗвӗ сарӑлса кайни, унӑн ҫыхланчӑк тӗввисем тата вӑрттӑн-пытанчӑк формисем, ҫапах та, хӑй Гремячий хуторне килсен малтанхи кунсенчех курни чухлӗ кӑткӑс пулассӑн туйӑнманччӗ ӑна. — Quien sabe? — терӗ ӑна Талькав. Тельмарш пуҫне ҫӗклесе пӗлӗтелле пӑхрӗ те шӑл витӗр: — Эпӗ ҫакна пӗлнӗ пулсан! — тесе пӑшӑлтатрӗ. Медик, ку нимех те мар тесе, стена ҫумӗнчен сиксе ларма, пуҫне сылтӑмалла пӑрма хушрӗ; сӑмса пулнӑ вырӑна хыпаласа пӑхрӗ те: «Хм» тесе илчӗ. Кайран майора пуҫне сулахаялла пӑрма хушрӗ, татах «хм» тесе илчӗ. Юлашкинчен ӑна тепӗр хут вӑйлӑнах шаккарӗ, майор вара шӑлне пӑхакан лаша пекех пуҫне каҫӑртса хучӗ. Тетка гостинӑйне кайнӑ шкап хыҫне пӑхнӑ: хуҫи та хур урине ҫисе те яман, вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех, тусанпа эрешмен карти ӑшӗнче выртнӑ. Ман шутпа вара: эсӗ, салтак пулин те, пурпӗрех этем, санӑн ӑшӑнта ҫаплах чун пур. Тепӗр кунхине Аркадий Базаровпа пӗрлех каясси ҫинчен каласан, Одинцова ытлашшиех тӗлӗнмерӗ, вӑл сапаланчӑк шухӑшлӑн та ӗшенчӗклӗн курӑннӑ. — Ҫук, эсир корма ҫине пӑхӑр, — терӗ капитан. Хакла!» Алӑсе-м-м… пӗҫ ҫумне! Эпӗ тин ҫеҫ пит пысӑк кӑркка аҫине, пӗр вӑтӑр кӗренккерен кая мар туртаканнине, пӑшалпа пеме тӗлленӗччӗ. Анчах халӗ каятӑп. — Мӗн пулчӗ, Сережа? — ыйтрӗ шарманщик. Москит йӑхӗн членӗсем тата темиҫе кунтан пухӑнмалла пулнӑ. Анчах Гленарван ун ҫинчен илтесшӗн те мар: Делегейта ҫитиччен экспедицин виҫӗ кун иртет, океан хӗррине ҫитиччен пилӗк кунран кая иртмест, унта январӗн 26-мӗшӗнче тин ҫитме пулать. Анчах халлӗхе, хутора ҫӗрлехи тӗттӗм витсе илнӗ вӑхӑтра, пӗтӗм Гремячийӗпе те пӗртен пӗр Кондрат Майданников кӑна ҫывӑрмасть пулӗ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшласан, Паша, чунӑм, ытла та хӑрушӑ-ҫке!.. Зинаида мана питӗ лӑпкӑн, нимӗн пӑлханмасӑр кӗтсе илчӗ — анчах пӳрнипе юнарӗ те: «Ут кӑвакарнӑ вырӑнсем ҫук-и?» — тесе ыйтрӗ. Унӑн пуҫне канӑҫ пами шухӑш шӑтарса тухас пек пӑралать: «Переп те лектереймӗп, вара пуля Жухрая лекме пултарать…» Ыран туянма хатӗрленетӗр пулас? Шӑллӗн, Алексейӗн та, ҫав ҫынсен пекки темскер пур. Анчах Тихон Вяловӑн — ҫук. — Акӑ мӗн пирки: эпир ҫӗр хуппи витӗр нумаях тарӑна аннӑ пулсан, температура ҫӳлерех хӑпарнӑ пулӗччӗ. Пӗччен, тӑлӑх пӳрне пек пӗччен юлтӑм ӗнтӗ!» — тесе илчӗ темиҫе хут, кашнинчех шӗвӗр пӳрнине уйӑрса тытнӑ аллипе малалла хӑлаҫланса. Вӑл ман ҫине тимлӗн пӑхса сухалӗ ӑшнелле кулса илчӗ те, ҫирӗппӗн, ӗнентермелле калаҫса пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ: — Юратас тени вӑл: унпа килӗшес, ун майлӑ пулас, ун ӗҫӗсене асӑрхас мар, ӑна каҫарас, тенине пӗлтерет. — Ыран таврӑнать… Пӗтӗм хӑрушлӑх урай пӗрмай хускалса тӑнинчен килет те ӗнтӗ. — Кала-ха, Панкратов, сирӗн ҫав Мотовиловкӑра чекистпа мӗн пулса иртрӗ? — «Макари» Окленда каять-и? Пӑлханса ӳкнӗ Джон Мангльспа Гленарван сывӑ юлнӑ лашасене тӗрӗслесе пӑхрӗҫ. Анчах, мӗнле тӗрӗслесе пӑхсан та, чир палли ниҫта та тӗл пулмарӗ. — Халӗ ӑҫта вара вӑл? — хыпӑнса ӳкрӗ Тимофей. Сасартӑк аса илетчӗ те вӑл: ҫав кӗвӗсем мӗнпе илӗртеҫҫӗ-ши, мӗнре вӗсен тӗлӗнтермелле вӑйӗ, тесе ыйтатчӗ хӑйӗнчен хӑй, вара ҫак сенкер каҫсем, каҫхи кӑпӑшка мӗлкесем тата таврари ҫутҫанталӑкпа юрӑ пӗр пулса килӗшсе тӑни майӗпенех ҫак ыйтӑва татса пачӗ. — Питӗ килӗшет мана пирӗн чаплӑ, ватӑ хуламӑр, — тенӗ Смолин, ачаш кулӑпа хӗр ҫине пӑхса, — илемлӗ вӑл, шухӑ… унта, темскер, ӗҫлес килтерекен чӗрӗлӗх пур… унӑн картинлӑхне курнипех темӗнле ҫӗкленсе каятӑн… сарлака пурнӑҫпа пурӑнас килтерет… нумай тата тимлӗн ӗҫлес килтерет… Ун вырӑнне тепӗр ҫул вара Англи флочӗн боцманӗ Гаукинс унччен ҫӳренӗ ҫынсенчен ҫирӗм миль шаларах кӗме май тупнӑ. Хӑй пӳлӗмне илсе кӗрсен, Тоня кунта ларакан ҫамрӑк ҫынсем енне пӑхса, куларах каланӑ: — Эсир палламастӑр-и? Хӑй те ҫав Миронов пекех мӗльюн тытакан пулма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, унӑн темӗн пек кампа та пулин калаҫас килсе кайнӑ! Кӳрентернӗ амӑшне мӗн те пулин тӑвас пулать, ӑна мӗнпе те пулин лӑплантарас пулать. Дик лага пӑрахма хушаймарӗ ӗнтӗ, анчах вӑл, океанра карап хӑваракан йӗре пӑхсах, ун хӑвӑртлӑхне чылаях тӗрӗс уйӑрма пултарчӗ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ кӗтӳҫ, ҫарранскер, ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер тата пилӗкӗ ҫумне вараланчӑк мишук ҫакса янӑскер, — пач тахҫанхи авалхи этем тейӗн ӑна — йыттисене лӑплантарчӗ те, ҫӗлӗкне хывса, ҫекӗллӗ вӑрӑм патакне йӑтса, кӳме патне пычӗ. «Аннемӗр вырӑнне хурса, тесе мӗншӗн ҫыртам-ха эпӗ? Мотор пӗр пек кӗрлеме чарӑнчӗ те чыхӑна-чыхӑна ӗҫлеме пуҫларӗ. Эпир мӗнле ҫапӑҫни, сирӗн казаксене епле кӳпкени ҫинчен хӑҫан та пулсан ҫырӗҫ-ха, факт! Эпӗ ӑна ҫынсем манманнишӗн пит хӗпӗртетӗп, — вӑл маншӑн нумай усӑ тунӑ вӗт-ха. — Ҫак кӗске хушӑрах мӗн чухлӗ инкек пулчӗ иккен! — Песчинка вӑл нимех те мар-ха. Анчах эпӗ темшӗн ун пек тумарӑм, пачах урӑхла, тӑнсӑррӑн, уйрӑмах чыслӑн икӗ профессорне те пуҫ тайрӑм, кӑштах йӑл кулса, Иконин пекех кулса пулас, сӗтелтен пӑрӑнса кайрӑм. Ҫапла. — Вӑл мана ҫӗнтерме пуҫласан, эсир ман хута кӗнӗ пулӑттӑр-и? — ыйтрӗ вӑл. Эпир — пӑртак ҫеҫ… Нимӗҫсене хальтерех хуса ямасан, пирӗн е Екатеринослава, е Ростова вӗҫтермелле пулать, унсӑрӑн пырсенчен ҫавӑрса тытӗҫ те ҫӗрпе пӗлӗт хушшине ҫакса хурӗҫ, ӑна кӗтсех тӑр. Унта-кунта сапаланнӑ чулсем ҫинче шыв хумӗсемпе пулса юлнӑ йӗрсем паллах тӑраҫҫӗ. Ҫӗр каҫиччен вӑл темиҫе хутчен те вӑранкаларӗ, вӑранмассерен хӑйӗн питне сивӗ ҫумӑр чашлаттарса сапӑннине туйрӗ. — Ну, мӗнле, вӗсемпе пӗрле каятӑн-и, каймастӑн-и? — терӗ Дмитрий, ман паталла ҫывхарса. — Ҫук, эпир ерипен анатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн ӳпкесем ҫӑрарах атмосферӑра та сывлама хӑнӑхса ҫитнӗ. Ҫав вӑхӑтра Андрей Гаврилович, чирлӗскер, ҫывӑрмалли пӳлӗмре кантӑкран пӑхса ларнӑ. Тепӗр енче, айӑккинчи хапха ҫывӑхӗнче, пысӑках мар, йӑлтах хӑрса типнӗ тепӗр полковник тӑрать. Пытарасса пирӗн, хамӑрӑн, масар ҫине пытарӑр, хулара мар. Полкри пачӑшка Соловьев гунсем мӗн иккенне пӗлмелле пек туйӑнать мана, эпӗ ӑна картишӗнче тӗл пулса ыйтатӑп. — Ашшӗ пекех. Таҫта хыҫалта, урам урлӑ, ручной пулемёт кӗске черетсем пама пуҫларӗ. — Ну, кай. Креолка ӑнланса илчӗ: Морисӑн тимлӗхӗ темскер урӑх япала ҫине куҫнӑ курӑнать. — Мӗншӗн? Элен, Мэри Грант, Гленарван хӗрарӑмсен пайне кӗрсе ларчӗҫ. Пулать те-ҫке ҫавнашкал инкек. — Мӗн? — Куратӑн-и? Троекуров хӑйӗн Амфитрионен эрехӗсене тата унӑн поварӗ лайӑх апат-ҫимӗҫ пӗҫерме пултарнине ырларӗ. — О, сэр, эпӗ те сирӗнпе пыратӑп! — терӗ Роберт, ахаль уҫӑлса ҫӳресси ҫинчен калаҫнӑ пек. Иконӑсен хӑмисемпе вӑр-вар шаклаттарса, ӗҫе пит те ӑста пӗлнипе мухтанса, вӑл мака вӗрентсе калатчӗ: — Мастерскойра ӗҫленӗ тавар — йӳнӗскер, виҫӗ вершук сарлакӗш, тӑватӑ вершук тӑрӑшши — хамӑра тӑрать… ултӑ вершук сартакӗш ҫичӗ вершук тӑрӑшши — хамӑра тӑрать… Унӑн ҫӗнӗ ӗҫӗ тӗлӗнмелле ҫӑмӑл пулнӑ. Ҫак хутлӑхра, авалхи Аолсем тахҫан-тахҫан ҫӑлӑнӑҫ тупнӑ ҫӗрте, сивлек те тискер, пушӑ. Джонни машина пек ӗҫлеме вӗренсе ҫитнӗ. Ӑнсӑр пулса эпӗ пӗр сехетех выртнӑ пулӗ. Пирӗн пекарь ӑна хисеплӗн алӑка хупма хушрӗ. Аттепе Дунечка (ӑна амӑшӗ ҫапла чӗнет) иккӗш пӗрле тӑнӑ кӗске вӑхӑтра эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: атте кӑмӑлӗ телейлӗ ҫыннӑнни евӗрлӗ, ун кӑмӑлӗ ҫакнашкал пулни мана хамӑр килнӗ кун шалтах тӗлӗнтернӗччӗ. Начальник кайса евитлемесен, ӗҫӗ ҫакӑнпах пӗтет вара», — терӗ. Унӑн хӑрах ура лаппине татса илнӗччӗ, вӑл аллине вӑрӑм патак тытса, уксакласа утатчӗ, хӗлле те ҫулла та пуп тумтирӗ йышши ҫӑмӑл, ҫӳхе ваткӑллӑ сӑкман кастрюля евӗрлӗ темле бархат картус тӑхӑнса ҫӳретчӗ. Вӑл кистьне хучӗ, вӗсене алӑк патне ҫити ӑсатса янӑ хыҫҫӑн ӳкерекен портрет умӗнче пӗр вырӑнта нумай вӑхӑт хушши кӑмӑлсӑррӑн тӑчӗ. Эсӗ, Петр, рабочисемпе сиввӗн калаҫатӑн, яланах ӗҫ ҫинчен; ун пек юрамасть, ахальтен пакӑлтатса илме те пӗлес пулать. Шӳт те тукаламалла; савӑнӑҫлӑ ҫынпа калаҫма та ҫӑмӑлтарах. Экран тӗкӗрӗ халӗ ҫап-ҫутӑ, марсиансен, чӗр чунсен, ҫуртсен, йывӑҫсен, савӑт-сапапа ытти хатӗр-матӗрӗн кӳлеписем ҫӳлтен аялалла куҫаҫҫӗ. Хуть Бенедикт мистер… е Динго! — Ия, вӑл шанчӑклӑ япала. — Джимӑн Китайра паллакан ҫын та ҫук. — Тӗлӗкре мӗн куртӑн? Вӑл ялав аври ҫине тайӑнса утса кайрӗ, унӑн урисем хуҫлана-хуҫлана анчӗҫ. Унӑн тусӗсем, Кавказри службӑра тӑракан чӑн-чӑн лайӑх ҫынсем, кӑлӑхах унӑн вараланнӑ ятне тасана кӑларма тӑрӑшнӑ. Вӗриленсе кайнӑ пичӗ нӳрлӗ сывлӑшра уҫӑлса каять. — Ытла та тӗл пенӗ-ҫке! — терӗм эпӗ граф еннелле ҫавӑрӑнса. — Ҫапла. Мастерскойра шӑрӑх та пӑчӑ; Анчах ку инкек вӑл эпӗ кунта курас инкексенчен чи хӑрушӑ инкекӗ маррине аван ӑнланса илтӗм. Пӗр христиана ӑшӑтса типӗтмелле… Ун ҫинчен вӑл халь тин, Андрей хыҫҫӑн пӗр ҫӗр утӑма яхӑн утнӑ хыҫҫӑн тин тепӗр хут аса илчӗ. Акӑ тинех Клисурӑ автанӗсем янравлӑ сассисем шӑплӑха ҫурса, хӑйсен савӑнӑҫлӑ саламӗсемпе сӑртри тӗттӗм кӗтессене вӑратрӗҫ: ку ӗнтӗ ҫурхи тумпа ҫӗнелнӗ ҫутҫанталӑкӑн уявне, чӗрӗлсе тӑракан пурнӑҫӑн шурӑмпуҫӗпе ылтӑн хӗвел тухасса пӗлтерчӗ. Вӑл вӗсен ҫӑварлӑхӗсене вӗҫертсе, хире кӑларса ҫеҫ янӑ. Эсир вара, Бенедикт мистер… Чимӗр-ха, мӗн тӑватӑр эсир? Урамсем пушанаҫҫӗ. Вӑл Леноре фраупа Джеммӑна хулӗ айӗнчен тытса пӳлӗме илсе кайрӗ. Казаринов — Казаринов мар… Вӑл болгарсен ҫыххинчен ҫӑкӑр татӑкӗ илчӗ те эрех ӗҫрӗ, вара ҫӑкӑра ҫиме тытӑнчӗ. Акӑ Юпитер мӗн пысӑкӑшне кӑтартакан паллӑ цифрсем. Вара пур пек укҫи-тенкине ӗҫсе-ҫисе ячӗҫ те кунӗ-кунӗпе сулӑ ҫинче йӑваланса выртрӗҫ — пач калаҫмаҫҫӗ хӑйсем, тем шухӑшлаҫҫӗ, сӑнӗсем сивлек те хаяр. Ак хайхи, чун кӗчӗ ҫаксене. Эсир те, Бат, ҫавӑн пекех тӑвӑр! Эпӗ ҫав сӑмахсенче темле чӑнлӑх пуррине туйрӑм, анчах та мана вӑл сӑмах полицейскинчен тухни тарӑхтарчӗ. Ку сасӑра, тарӑхни витӗр, палӑрмаллах пӑлханни те сисӗннӗ. Темӗнле сӑн-питсем унӑн ӑсӗнче вӗлтӗртетнӗ, сасӑсемпе сӑмахсем янӑраса тӑнӑ… Грибов ӑҫ-пуҫ тӗлӗшӗнчен кая юлнӑ ҫын, тӑмсай пулин те, темле майпа пропагандист шутӗнче шутланса тӑрать, анчах пропагандист ячӗпе хӑй кашни кирлӗ-кирлӗмар ҫӗрте мухтанса ҫӳрет. Лартӑм вара эпӗ унта, тухма хӑраса. Турт тутинчен. Цикадӑсем кӑшкӑраҫҫӗ, Кедрон шывӗ пӗр евӗррӗн шарласа тем мӑкӑртатать, хулара каҫхи хуралҫӑ хурлӑхлӑн тӑстарса юрлани илтӗнет. Вӑл кун эпӗ сунара ахаль те каяймастӑм, ҫавӑнпа та вара хамӑн кӑмӑла хытарсах хам умма тухса тӑнӑ чӑрмавпа килӗшрӗм. Лукашка ҫаплах тумланман-ха. Людмила пире «ҫын пырса курасран» питӗ хӑратчӗ. Амӑшне аса илнӗ май та, ахаль те хӗрхенет. Эпир пӗр сассӑр тӗттӗмлӗх ӑшнелле тата шаларах ишсе кӗрсе каятпӑр. Куншӑн тӗлӗнмех те кирлӗ мар: вӑл фермер кӑна мар-ҫке, вӑл проповедник та, унӑн плантаци вӗҫӗнче пӗчӗкҫеҫ чиркӳ пур (ӑна вӑл хӑй укҫипе лартнӑ), чиркӳ те, шкул та пӗрле, проповедьсене вӑл укҫасӑрах вулать, уншӑн нимӗн те илмест; тӗрӗссипе калас-тӑк, мӗншӗн илӗн-ха. Берлин хыҫҫӑн мир тӑвасси кӑна юлнӑ, — ответлерӗ вӑл, сӑмахӗсемпе унӑн ярханах мӑйне кӑтӑкласа тата халӗ те, ӑнсӑртран тенӗ пек, ыталама пӑрахмасӑр. Ҫапла ӳпкелешнине тивӗҫрӗм ҫав ӗнтӗ эпӗ. Семеныч, пӑшӑрханса ӳкнӗскер, сурчӑкне сирпӗтсе, темскер калама хӑтланса, чӗтренсе илчӗ, Челкаш, унӑн аллине ячӗ, хӑйӗн вӑрӑм урисемпе каялла, гавань хапхисем патнелле утса кайрӗ. — Савӑ… Ҫакӑн пек тумах йышӑнчӗҫ. Шанчӑклӑ ҫынсене эпир авӑрланӑ пистолетсем патӑмӑр. — Мӗне? — ыйтрӗ амӑшӗ. Тахҫанах ӗҫрен хуса кӑларса ямалла пулнӑ та, анчах ӑна хӑйӗн калама ҫук ӗҫлеме пӗлни ҫӑлкаласа хӑварчӗ. Юрать-и? — терӗм. Юлашкинчен, эпӗ ҫак шухӑш ҫинче чарӑнса тӑтӑм: куншӑн нумайӑшӗ мана айӑпласа та калаҫма пултарӗҫ. Тӳрех калатӑп: хамӑн куҫ-пуҫӑма, ҫавӑнпа пӗрлех ирӗке те ҫӑлса хӑварни эпӗ тӗплӗ шухӑшламасӑр тунинчен тата курса пиҫменнинчен килет. Чӑнах та, эпӗ ҫавӑн чухне монархсемпе министрсен шухӑш-кӑмӑлӗсене, кайран ытти государствӑсенчи патша таврашӗнчи пурнӑҫа сӑнаса пӗлнӗ пекех лайӑх пӗлнӗ пулсан, ҫакӑн пек ҫӑмӑл наказание пит хӗпӗртесе чӑтнӑ пулӑттӑм. Анчах эпӗ ҫамрӑк та вӗри чӗреллӗ пулнӑ. Том, хӑранипе чӗтресе, шӑтӑкран пӑхрӗ те аран илтӗнмелле, хуллен ҫапла каларӗ:— Ой, Гек, вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ! — терӗ. Севедж доктор кунта пилӗк эрне ирттернӗ, вӑл кунти ҫынсен йӑлисемпе кӑмӑлӗсене сӑнаса ҫӳренӗ. 1805 ҫулта Ранги-У ҫулпуҫӗпе пӗр тӑванӗн ачи, Дуа-Тара, «Арго» карап ҫине ларнӑ, унӑн капитанӗ Баден пулнӑ. Манӑн вулас килнӗ кӗнекене стена ҫумне сӗвентерсе тӑрататчӗҫ; эпӗ чи ҫӳлти пусма картлашки ҫине хӑпарса тӑраттӑм та, ҫӳлти йӗркерен вулама тытӑнаттӑм, вара сулахайран сылтӑмалла картлашка тӑрӑх куҫса вуласа пыраттӑм. Хам куҫран аяларах йӗркесем патне ҫитсен, эпӗ тепӗр картлашки ҫине аяларах анаттӑм; ҫапла аяла ҫитичченех вулаттӑм. Унтан каллех ҫӳле хӑпараттӑм та ҫав майпах тепӗр страницине вулаттӑм. Кӗнеке листисене эпӗ ик алӑпа уҫаттӑм. Вӗсене уҫма йывӑрах марччӗ, мӗншӗн тесен хучӗ пирӗн картонран хулӑн марччӗ, чи пысӑк кӗнекин тӑршшӗ те вунсакӑр-ҫирӗм футран ытла марччӗ. Эпӗ час-часах аллӑмпа чул стенана тытса пӑхатӑп, анчах шыв нӳрӗ лекмӗ-ши тесе шанни ахалех пулчӗ. — Княжна тӗрӗс тӑвать, — терӗ те Беловзоров ура ҫине тӑчӗ. — Мӗнле парне? Сире асӑрхаттарма кирлӗ, княгиня кунта пулнӑ, княжна килӗнче. Эпӗ паян ӗҫни вӑл, пирӗн Давыдов калашле — факт. Йытӑсемпе те аппаланнӑ-и эсӗ? — Эх, эсӗ, манӑн маттурскерӗм, чиперскерӗм, кӑвакскерӗм! Кӗскен ҫакна ҫеҫ асӑнса хӑваратӑп: вырӑнти пуҫлӑхсем ҫителӗклӗ тарӑн сыхлануллӑ пулманнипе, хулана пӑлхавҫӑсем хупӑрласа усрани хула халӑхӗшӗн питӗ те йывӑрлӑхлӑ пулчӗ. Вара патша ҫав тупӑпа пӑлхавҫӑсем ҫине пӗррех кӗрслеттернӗ те тӳрех тӑхӑр пин те виҫҫӗр сакӑр ҫын вӗлерсе хунӑ! Полк рубежӗ умӗнчи уя пӗтӗмпех тӗтӗм хупласа илчӗ. Паян эп хулана ҫын ярсаттӑм та, вӑл мана: Бяла Черквана хӑтарас тесе депутаци пынӑ хыҫҫӑн Тосун-бей хулана тивмӗпӗр тесе каланӑ, тет. Какӑра темӗскер хӗссех тӑрать, сывлама йывӑр… вилетӗп… Тыткӑнри европеецсем… Анчах эпӗ вӗсене нихҫан та курман… Лагутин хӑй ирӗкӗпех тӑваттӑмӗш смена ӗҫлет ӗнтӗ, пур нушана та ҫамрӑксемпе пӗр танах чӑтнӑ пирки ӑна отрядра пурте хисеплеҫҫӗ. Кӗрӗр-ха кунта халех, эпӗ сире мӗн те пулин парӑп. Ҫак шухӑшсемпе хыпӑнса Антонина Васильевна, хӑйне хӑй чараймасӑр, кӑшкӑрса ячӗ: — Серёжа, халех киле таврӑн! Эпӗ пӗччен пурӑнатӑп вӗт… — Юрать, пӗрре-пӗрре кӗрсе тухӑп-ха, — темле ырӑ япала тума шантарнӑ пек каларӗ Федотка. — «Хӗрарӑм мар вӑл, эсреле!» — терӗ Печорин, — ҫапах та сире чӑннипе калатӑп, вӑл пур пӗрех манӑн пулать…» Ыратмасть-им? — тепӗр хут ыйтрӗ хӗр. Офицер ӑна хӑйӗнне кӑларса парать, ушкӑнра тӑраканнисем вара, французсем те, вырӑссем те, пурте кӑмӑллӑн йӑл кулаҫҫӗ. Манӑн тата Катьӑпа сывпуллашса, «аннӳне пытарнӑ чухне эсӗ пӑрӑнса тӑнине эпӗ нихҫан та манас ҫук», тесе калас килсе кайрӗ. Анчах та Николай Антоныч каллех кресло ҫинчен сиксе тӑрасшӑн пулчӗ, каллех тӗлӗнмелле шӑв-шав пуҫланчӗ. — Тӗмене чавма пире ҫур уйӑх кирлӗ пулать, тӑпра шӑннӑ, — терӗ Патошкин шӑппӑн, хӑй ҫумӗнче тӑракан яланах салхуллӑ, калаҫма юратман Хомутова. — Изида храмӗнче вӑрттӑнлӑх вӗҫленчӗ ӗнтӗ ку, — тенӗ патша. — Ну, мӗнле вӑл унта? Амӑшӗ ӑна хӑй умӗнчен сирчӗ те, пӳлӗмелле йӑлӑнуллӑн пӑхса, Андрея ачашшӑн:— Андрюша! Ӑҫта та пулин кӑларса пытарӗҫ. Анчах вӑхӑт тупӑнчӗ-тупӑнчех. — Ӑна курнипе пурте ҫапла ӑнран кайнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, — терӗ халӑх хушшинчен пӗр темӗнле зоил хӑйӗн кӳршине. «Эккей, мӗнпе йӑпанатӑп!» — ҫемҫе кӑмӑлпа шухӑшларӗ те вӑл урайне пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа кӑларса пӑрахрӗ. Бондаренко, ик урипе те урай ҫумне шаклатса ҫапӑнса, хускаткӑҫлӑ йывӑҫ пуканӗ евӗр, тӳп-тӳррӗн те хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ. Комиссар, мӗнпур вӑйне пухса, ыратнипе кӑвӑкарса кайса, чавси ҫине ҫӗкленчӗ те, кӑкрипе чӳрече ани ҫине тайӑнса, кантӑк патнелле туртӑнчӗ. Пӑхса тӑрӑр, савнӑ тусӑмсем, ҫак ҫӗршывӑн ӳкерчӗкӗ ҫине. Манӑн чӑн сӑмаха эсир халех куратӑр. Уйӑх ҫинче унашкал чӑрмантарасси ҫук, чи япӑх ҫутатакан ҫӑлтӑр пайӑркисем те пирӗн куҫ патне ҫитеҫҫӗ. «Тикӗтпе лайӑхрах! — терӗ голова. Ӗнер, авӑ, гетман хуралӗнчен виҫҫӗн килчӗҫ те хӑрата-хӑрата, вӑрҫа-вӑрҫа упӑшки ҫинчен ыйтса тӗпчерӗҫ. Иккӗшӗ те вӗсем Мересьев ҫинчен тӗлӗнсе, хавасланса калаҫрӗҫ. Вӗсем майӗпен сухаланӑ пусӑ патнелле утаҫҫӗ, хӑмӑр кӑвак тӗслӗ пысӑк пӗлӗт хыҫне пытаннӑ хӗвел те ҫаплах майӗпен-майӗпен хӑпарать. — Хӑрушӑ ҫав, учитель! — Ачашласса кама та пулин ачашланӑ-и? — кӑшкӑрчӗ Артамонов ун хӑлхинчен, мӗншӗн тесен старик япӑх илтнӗ. Тӗтӗм витӗр вӑл никама та курмарӗ, анчах хӑй те сисмерӗ пуль, ҫаплах хушса кӑшкӑрса тӑчӗ:— Пер вӗсене! Ҫунтар! Паттӑр пулӑр, тӑвансем! — терӗ вӑл. Ушкӑна ӳкернӗ картинӑсем ҫинчен, художествӑллӑ драмӑпа унӑн сюжечӗ ҫинчен Чартков шухӑшлама та пӑрахрӗ. — Вӑл кун пирки хӑйӗн укҫи ҫинчен калаҫнӑ пекех калаҫрӗ. Тӗкӗр айӗнчи сунтӑх ҫинче виҫӗ кӗнеке выртатчӗ; эпӗ илсе килнӗ кӗнеке пуринчен те хулӑмччӗ. Каҫ йӗркеллех иртсе кайрӗ, хӑнасем саланчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Том каллех хӑйӗнне пуҫларӗ: атьӑр, тет, пӗр-пӗр каҫ виҫҫӗн пӗрле мӗнле те пулин тухса таратпӑр, тумсене улӑштарса тӑхӑнатпӑр та индеецсен ҫӗрӗ ҫине ик-виҫӗ эрнелӗх каятпӑр тет. Сирӗн ҫирӗп шухӑшсем мӗнлерех? Унтан ассоциацисемпе пурнӑҫ шӑрши кӗрет. Халӑх, Фома хыттӑн каланӑ сӑмахсене асӑрханӑскер, харкашу пуласса сиссе, вӗсем ҫине пӑхкаласа тӑнӑ. Кама кӑмӑллап, ҫавна юратап. Вӑл, питӗ те ывӑннӑскер, шинельне хыврӗ, илсе килнӗ портретне карса хунӑ икӗ пысӑках мар пир хушшине ним пӑхмасӑр лартрӗ те тӑвӑр диван ҫине кайса ӳкрӗ. Сигарӑсем пур пуль-ха унта — кашни пилӗкшер цент тӑраканни. «Пус та пус», тет. — Юрӗ, ҫакна компас ҫине пӑхсанах тӗплӗн ӑнланса илме пулать. Вӗсем ҫавӑнтах, ҫак инкек пулса иртсенех, тӑна кӗчӗҫ, унтан рабочисене илме ячӗҫ… Мӗншӗн кирлӗ пулнӑ ӑна, ҫав хӗрарӑма ман пата ярса, мана пӗр вӑхӑта анчах ачашлама? — тесе, уйрӑм-уҫҫине ӑнкарса илеймесӗр, шухӑшланӑ Фома. — Ӑҫтарахра-ха вӑл? Кӗнекесенче пур мужик та телейсӗр; ыррисем те, усаллисем те, вӗсем пурте сӑмахсемпе шухӑшсем тӗлӗшӗнчен чӗрӗ мужиксенчен чухӑнтарах. Вӑл пысӑк та ҫирӗп утӑмсемпе малта утса пычӗ. — Малтан кучер пулса ҫӳренӗ. Ывӑлӗ, Ҫемен, килте ҫук, вӑл нарядпа района ветеринарнӑй фельдшера илме кайнӑ. Эпӗ малалла кайрӑм. Курумана ҫитсен, малалла Калахари пушхирӗн чиккипе кайнӑ, Декабрӗн 31-мӗшӗнче вӑл Литабарубӑна кӗнӗ те бечуансен ҫӗршывне бурсем — акӑлчансем туртса иличчен Каплендра хуҫаланнӑ Голланди колонисчӗсен ҫамрӑк ӑрӑвӗ — аркатнине курнӑ. Половцев ҫийӗнчи кӗске кӗрӗкне те, ҫӗлӗкне те хывса тӑмарӗ, кӗнӗ-кӗменех Лятьевскине пуҫтарӑнма приказ пачӗ, хӑйсем таврӑнчӗҫ,умӗн юланутпа ятарласа килнӗ ҫын кӳрсе панӑ ҫырӑва вуласа тухрӗ, ӑна кӑмакана пӑрахса ҫунтарчӗ те хӑйӗн ӑпӑр-тапӑрӗсене пуҫтаркаласа, вӗсене йӗнер уртмахӗсене чиксе ҫыхма тытӑнчӗ. Ун хыҫҫӑн кӑтра йытӑ кӗчӗ, вӑл, хӳрине хытӑ палтӑртаттарса, старик ҫине, хӗр ҫине, Санин ҫине пӑха-пӑха илчӗ, — ҫак пӑшӑрхану мӗне пӗлтернине пӗлесшӗн пулчӗ пулас. Пулӗ те… — мӑкӑртатрӗ Бенедикт пичче. Унӑн хитре мар, лутра ҫамкаллӑ сӑн-питне пӑхсан, вӑл ӑс тӗлӗшӗнчен пултаруллӑ ҫын мар иккенне, ҫав хушӑрах вӑл ӗҫе-мӗне шухӑшласа тӑвакан тӳрӗ ҫын, йӗркеллӗ пурнӑҫпа пурӑнма ӗмӗтленекен ҫын иккенне куратӑн. Авланасса Андрей ҫак иртнӗ ҫуркунне, вӑрҫӑччен кӑшт малтантарах ҫеҫ авланнӑ. Вӑлта вӗҫне чӗрӗ пулӑ ҫакнӑ пек. Вӑл питӗ йывӑр пулмалла, мӗншӗн тесен ун айӗнчи носилка аялалла путса, санитарсем утнӑ май нӑйкӑшса пырать. — Икӗ хут ҫаврӑнса пӑхнӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗшӗнче ҫитетпӗр. Хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсем умӗнче хӑй нимрен те хӑраманнине, вилӗме ним вырӑнне те хуманнине кӑтартас шухӑш та пулман Озеровӑн, кун пирки шухӑшлама та вӑхӑчӗ пулман. — Пӗр минутлӑха тӑхтӑр-ха, Мими, — терӗ анне Марья Ивановнӑна, йӑл кулса, — нимӗн те илтӗнмест. Мигун мана пит те кӑмӑла каятчӗ, эпӗ унӑн илемлӗ, хурлӑхлӑ юррисене юрататтӑм. Вӗсем сехӗрленнӗҫемӗн сехӗрленсех пынӑ. Сасартӑк пӗтӗмпех улшӑннӑ — ҫанталӑк та, вӑрман та; тӳпене пӗлӗтсем хупӑрласа пыраҫҫӗ, йывӑҫ тӑррисенче ҫил шавлать, йӗри-тавра хӑмӑш та хуҫӑлса пӗтнӗ ватӑ вӑрман анчах курӑнать. Унӑн пӗтмӗшне татса панӑ: Атлантсем хӑйсен кӳпӗнчӗк мулне ҫеҫ хӳтӗлееҫҫӗ, куҫса ҫӳревҫӗсен вара — сӑваплӑ ҫӑткӑнлӑх, тата — тахҫанах ӗмӗтленнӗ ҫӗре ҫитсе тӗпленесси. — Ну, епле шӑнкартса ҫитерес ҫук? Вӑл Мария Терезия ятлӑ. Виҫӗ документран пӗрин ҫинче те ку ятӑн йӗрри те ҫук. Титок кӗҫенсе янӑ кӗсрине тӑпах чарчӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ, чикарккине сурса пӑрахрӗ те, вӑкӑрӗсенчен маларах иртсе, хуллен кӑна: — Мӗн пулнӑ? Анчах ку апла мар. Вӑл кӗнеке вуласа выртма юратнӑ, чей ӗҫнӗ чухне варени нумай ҫинӗ, апат ҫинӗ чухне вара, ҫӑкӑр татӑкне икӗ пӳрнипе йӗрӗнчӗклӗн чӗпӗткелесе, яшкара шӑна тытнӑ пек, турилккере кашӑкпа пӑтраштарнӑ; юн тапса тухас пек хӗрлӗ тутисене пӑчӑртаса, час-часах амӑшне хӗрачашӑн килӗшӳсӗр сасӑпа:— Халь ун пек тумаҫҫӗ. Эпӗ ҫутӑсӑр ҫывӑраймастӑп… Мусье, мусье, — сӑмах хушрӗ вӑл, — же ве авек ву парле. Команчасем вӗлернӗ ӑна. Эсир килӗшместӗр-и? — Мӗн суятӑп-и вара эпӗ? — кӳренмесӗр ыйтать Робенок, ман тус ӑна вӗрентсе ӳркевлӗн мӑкӑртатать: — Тӗрӗс ҫын мар эсӗ! Вӑл, хӑйне хӑй итленӗ пек пулса, калама чарӑнчӗ, унтан шухӑша кайса, хыттӑнах мар:— Акӑ мӗнле сывлать чӑнлӑх! — тесе хушса хучӗ. Пирӗн шульӑксем халӗ нимрен те хӑрамалли ҫук тесе шутлаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем каллех хуласенчи халӑха улталама тытӑнчӗҫ. — Интеллигентсем пӑшӑрханма юратаҫҫӗ, вӗсем ӗмер-ӗмӗрех пӑлхавсене хутшӑннӑ. — Кӗҫнерникун вӑл кунта пулсан, пысӑках ҫапӑҫу пулма пултарать, тесе ҫеҫ каласшӑн эпӗ. Лешсем, Украйнӑра чиркӳсене тара илекенсем, вӗсем пирӗн ҫынсем мар! Дворниксем Петербургра та хӑйсем патне пыракан ҫынсен куҫӗ умне курӑнасшӑн мар тӑрӑшаҫҫӗ, Мускавра вара пушшех: Берсенев чӗннине хирӗҫ никам та ответлемерӗ; пуринпе те интересленекен пӗр ҫӗвӗҫӗ ҫеҫ, жилет вӗҫҫӗн, хулпуҫҫи урлӑ пӗр ҫыхӑ ҫип ҫакса янӑскер, ҫапса шӑтарнӑ куҫлӑ, тӗксӗм те хырӑнман сӑн-питлӗскер, пӗр сӑмах чӗнмесӗр ҫӳлӗ форточкӑран пуҫне кӑларса пӑхрӗ, тата тислӗк купи ҫине хӑпарса тӑнӑ мӑйракасӑр хура качака ун еннелле ҫаврӑнчӗ, унтан, мӗскӗнле макӑрса илсе, унчченхинчен хӑвӑртрах кавлеме пуҫларӗ. Ҫакна вӗсем тӳрех, хӑюллӑнах калаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак туйӑм вӗсен ачасене юратнинчен тухса тӑрать имӗш, лайӑх та мухтама тивӗҫ туйӑмран тухать. Вӑл, ялан ӳсӗрскер, кивӗ тир-сӑран заводӗнче сыснасемпе пӗрле выртса тӑратчӗ, халӗ, ав, ҫулталӑк ытла хамӑр таврара курӑнмасть. Ҫӑмӑл, правур, вӑйлӑ, Дик пек пултаруллӑ ҫынсем ҫинчен вӗсем икӗ сылтӑм алӑллӑ, икӗ сулахай ураллӑ ҫуралнӑ теме пулать. Мӗнех вара! Ун ҫинчен ҫапла шутлани нимех те мар! 1863 ҫулта мартӑн 28-мӗшӗнче Аббевиль ҫывӑхӗнчи Мулен-Киньонри чул кӑларакан вырӑнта г-н Буше де-Перт ертсе пынипе ӗҫлекен рабочисем ҫӗр айӗнче вунтӑватӑ фут тарӑнӑшӗнче этем янах шӑммине тупнӑ. Ҫулӑм явӑнакан пӳлӗмре маркиз тепӗр хут курӑнми пулчӗ. Сан вӗсене, хуралччӑр тесе, хӗвел ҫинче хӗртмеллеччӗ, тислӗкпе вараламаллаччӗ, вара эсӗ хатӗрлевҫӗ пулнине эпӗ ӗненнӗ те пулӑттӑм. — Эсир манран хӑратӑр пулас. Ҫак ӗҫӗн научнӑй тӗллевӗ пирки вара нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Варринче, кресло ҫинче, председатель ларать — Мигунов подполковник, тулли, мӑнкӑмӑллӑ ҫын, мӑйсӑр-ӗнсесӗрскер те ҫаврака хулпуҫҫийӗсене ҫӳлелле ҫӗкленӗскер; унӑн ик айккипе — подполковниксем: Рафальскипе Лех, малалла сылтӑм енче — Осадчипе Петерсон капитансем, сулахайра — Дювернуа капитанпа Дорошенко штабс-капитан, полк хыснаҫи. Эпӗ сире ӑнсӑртран тӗл пулман пулсан (Елена сасси янӑраса илтӗнчӗ, вӑл самантлӑха калаҫма чарӑнчӗ)… эсир ҫаплах тухса кайнӑ пулӑттӑр-и, манӑн алла та тытса чӑмӑртаман пулӑттӑр-и, шеллемен те пулӑттӑр-и ҫакӑншӑн? — Ҫитме пултарнӑ, — терӗм эпӗ. Унтан Мускав ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӑм. — Лебедев паян килмест пулас, — терӗ Володя, Смарагдов кӗнекине самантлӑха вулама чарӑнса; вӑл ҫав кӗнекепе урока хатӗрленет. Нимӗнле инкек те курмаҫҫӗ вӗсем. — Станицӑра мӗнле ӗҫсем пулма пултараҫҫӗ вара санӑн? — ыйтрӗ Аким Бесхлебнов. Вӑтаннӑ Рада чӑланалла пӑрӑнса кӗчӗ. Ку тӑвӑл ҫывхарнине хулана пур енчен те мужик тумӗ айӗнче винтовка пытаркаласа кӗрекенсенчен нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ. — Халӗ ӗнтӗ ҫав какая эсир карланкӑранах кӑларса илетӗр… «Мӗнле пулӑшу? Анчах та эпир вӑл мӗнле ҫын иккенне лайӑхах пӗлетпӗр. Пӗлетпӗр ҫеҫ те мар, эпир ӑна хамӑр ҫӗршыв пӗлсе ҫитсе, юратса пӑрахичченех юратма пуҫланӑ. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне хӑй те ют пек, ҫак ҫынсене хӑй мӗскер тунине, мӗншӗн тунине ӑнланман пек пулнӑ. — Ку санӑн улпут арӑмӗ енчен чылаях ӑссӑр япала вара! — сасартӑк ҫиленчӗ Лодыжкин; вӑл кунта, ҫыран хӗрринче, хӑйне ют дачӑринчен хӑюллӑрах тыткаларӗ. Ҫакӑ вӑл ҫиҫсе-ҫутатса тӗттӗм чуна сасартӑках пырса ҫапнӑ ҫиҫӗм пекех хӑвӑрт пулса иртрӗ. Пӑшал пӗне сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Эпӗ кӑштах сывлӑш ҫавӑрса илтӗм. Вӑхӑта ҫухатмасӑр пистолета тепӗр хут авӑрларӑм. Гэндс мана нимӗн тума пултарайман ҫиллипе сӑнаса тӑрать. Апла иккен… — Мӗнле философ эп! — уласа ячӗ те Василий Иванович, питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатсах анчӗ. Эсӗ кӗлтума пӗлетӗн-и? Э! Арҫынсемпе хӗрарӑмсем, ҫирӗм ҫын та пулӗ, карта сулхӑнне ушкӑнпа кӗпӗрленсе ларнӑ та суккӑр лирнике хупӑрласа илнӗ, лешӗ юрлать, чӗтӗрекен, сӑмса витӗр нӑрӑлтатса тухакан ҫинҫерех сасси унӑн, пӗрешкел нӑйӑлтатса янракан инструменчӗ пулӑшса пынӑ май, йышлӑ халӑхӑн тӑтӑш сӗрлекен шавӗнче те яр-уҫҫӑн уйрӑлса тӑрать. Огняновпа Кандов ҫак ушкӑнран пӑрӑнса пӗр йывӑҫ айне кайса ларчӗҫ, вӗсем тем пирки хӗрсе тава кӗнӗччӗ… Эсир пӗр сӑлтавсӑрах хӑвӑрӑн тусӑрсене кӳрентермен пулӑттӑр. Вӑл шӑл йӗрсе калаҫнинче эпӗ вилӗм хӑрушлӑхне куратӑп. Давыдов, ыйӑхран тин вӑраннӑ ҫын пек, питне аллипе сӑтӑрса илчӗ. Унти шыв тап-таса, ҫав тери сивӗ, ҫавӑнпа ӑна ӑйӑрсем те сыпкӑмӑн-сыпкӑмӑн, васкамасӑр, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса ӗҫрӗҫ. Манпа часах уйӑрӑлмаллине пӗлсессӗн, анне халран кайрӗ, унӑн аллинчи кашӑкӗ кастрюль ҫине ӳкрӗ, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса анчӗ. Пӗтӗмпех! Председатель заместителӗ. Халӗ каятӑп акӑ. Эсӗ манпа сывпуллашасшӑн та мар-им? — Эсӗ ан ҫилен, анне, ҫапах ӗнтӗ, — тет Людмила. Манӑн супӑнь завочӗ пур. Ҫынҫиенсен ҫӗршывӗ ҫакӑнта пулнӑ пирки Дик Сэнд пӗрре те иккӗленмерӗ. Ӑна вара тиф текен вӑрӑм та пиҫӗ туналлӑ курӑк сӳс ҫиппинчен тӗртсе тунӑ ҫивиттипе витсе тӑраҫҫӗ. Давыдов хӑйне хӑй сисмесӗрех аллине кӗсйине чикрӗ, кӑкӑрӗпе сӗтел ҫинелле ӳпӗнчӗ. Николай Петрович ҫапах та пӑшӑрханса ӳкмен, час-часах ассӑн сывланӑ та тарӑн шухӑша кайнӑ: укҫасӑр ӗҫ хускалас ҫуккине курнӑ вӑл, анчах укҫи унӑн пӗтӗмпе пекех пӗтсе ҫитнӗ пулнӑ. Эх, мӗнле ахӑлтатса кулӗ вара ҫав вилӗ пуҫ! — Итле-ха, Джим, кушак пирӗн пек калаҫма пӗлет-и? Луччӗ эс ху хӑвӑн ҫинчен каласа кӑтарт… эсӗ, ҫапах та, манран чылайрах пӗлетӗн пулас. (Унпа ҫыхӑнса тӑракан япаласене эпӗ пурне те хам сисмесӗрех питӗ те тимлӗн асӑрхаса илеттӗм.) — Апла вӑл пирӗнпе пӗрле лере ҫитет… — Ҫапла, Аксель, шӑп Ҫӗр варрине ҫитиех, — терӗ. Эпӗ хӑш-пӗр кӗскен ҫырса хӑварнисене кӑна тупрӑм, анчах вӗсем кӗске тата паллӑ мар пулин те, ку вӑхӑтра манӑн ӑшӑм мӗнле вӑрканине, эпир мӗн курнине, кайран астуса ҫырнисенчен, тӗрӗсрех ӑнлантарса параҫҫӗ). Кӗҫӗн Аким, сасартӑк эхлетсе илчӗ те, енчӗкне ярса тытса, васкавлӑн чикарккӑ ҫавӑрма пуҫларӗ, Нагульнов кӑна, арча ҫинче лараканскер, хӑй пӑлханнине ҫиелтен палӑртмарӗ, анчах пӗр самантлӑха, пурте шӑплансан, ун питҫӑмартийӗ, вӑл лӑпкӑ маррине палӑртса, кӑрт-карт туртӑнкаласа илчӗ, тути те пӗр еннелле чалӑшса кайрӗ… Унта та кунта ту ҫинчи евӗрлӗ лутра ӳсекен хырсемпе ытти йывӑҫ-тӗм чӑтлӑхӗсем сапаланнӑ. Унта та кунта чул куписем, ишӗлчӗксен ӗлкисем шуралса выртаҫҫӗ. Ҫырма тӗпӗнчи ҫула пӗтӗмпех шурӑ чечек витнӗччӗ, вӑл темле лайӑх хӗрарӑм пуматинчен те тутлӑрах шӑршлӑччӗ, халӗ ҫав ҫурхи тӗс тӗксӗмленнӗ, пӗтӗмпех, ним юлмичченех пӗтсе ларнӑ! — Иван Павлыч, — пуҫласа ятӑм эпӗ чӗтремен, анчах халтӑртатакан сасӑпа темелле, — эпӗ, эсир нумай ҫӗрте йӑнӑшатӑр пулин те, сире хирӗҫ каласшӑн мар. Вӑл Мэрипе Роберт Грантсем пирки пит нумай калаҫрӗ, аҫӑра час куратӑр тесе, мӗн кирлине пурне те каласа парса ӗнентересшӗн пулчӗ. — Эсир тата тепӗр утӑм ярса пуссан… — терӗ Инсаров. Чунпа кӗтсе тӑнӑ курнӑҫуран халех уйрӑлса каймашкӑн унӑн халӗ те ҫитмерӗ. Анчах Семеныч хӑй енне кӑнтарнӑ алла ҫапах та тытса чӑмӑртарӗ. Фома хушӑран ахӑлтатса ярса калаҫнӑ, хӑйӗн сӑмахӗсем ҫынсене епле витнине вӑл лайӑх курнӑ. — Тархасшӑн, Nicolas, — аран-аран мӑкӑртатрӗ Анна Васильевна, — vous me faites mourir. Ун ҫинче — кӑвак рейтуз, «тем те курса пӑхнӑ» кӑвак френч, кӑкӑрӗ тӗлӗнчи сулахай кӗсьи ҫинче Хӗрлӗ ялав орденӗ. Пӳртре ӗнтӗ виҫӗ кун хушши хӑватлӑ пӑрака шӑрши кӗрет. Огнянов чӗтресе кайрӗ. Тӗрӗксем ушкӑнӗпех шырама кайнӑ та Сардонов тӳпемӗ патӗнче тупнӑ, тет, — хӑйсене мар ӗнтӗ, ҫӗтӗк-ҫурӑкне те шӑммисене ҫеҫ. Хам пурӑнӑҫа пӗтерсе хурас хӑрушлӑх пулман пулсан, эпӗ Р … офицере ниепле те каҫарман пулӑттӑм. Мюзик, мюзик, савэ мюзик ву? Савэ. Ҫавӑ мана хӑйӗн чӑнлӑхӗпе тӗлӗнтерсе ячӗ — эпӗ маччари чӳрече умне тӑрса, малалла вулама пуҫларӑм та хам шӑничченех вуларӑм, каҫпа вара, хуҫасем ҫӗрлехи кӗлле кайсассӑн, кӗнекене кухняна илсе антӑм та, кӗрхи ҫулҫӑсем пек туйӑнакан, сарӑрах тӗслӗ, кивӗ страницӑсем ӑшне путсах карӑм; вӗсем мана эпӗ хӑнӑхса ҫитнӗ ҫынсем пек мар ыр геройсене, шутсӑр усал тӑвакан ҫынсене кӑтартса, ҫӑмӑллӑнах мана урӑхла пурнӑҫалла, ҫӗнӗ ятсемпе ҫӗнӗлле шайсем патнелле илсе каятчӗҫ. Ӗҫ законсӑррине, тӗрӗс маррине пӗле тӑркачах адвакатсемпе стряпчисене ҫав ӗҫе хӳтӗлеме ирӗк панӑ-и? Лаши вара унӑн пӗтӗм Кавардиле мухтава тухнӑччӗ, — чӑнах та, ҫав лашаран та лайӑхраххине аса илме те ҫукчӗ. Сак ҫинчен ыйӑхпала супнӑ тӑрмаланчӑк кӗлетке тӑчӗ те, хӑйӗн пыйтлӑ пуҫне пилӗк пӳрнипех тискер кайӑк пек хыҫса, нумай пакӑлтатса калаҫа пуҫларӗ. Аврамран та акӑ кам-ха ҫакӑн пек патриотла пулӑшу кӗтме пултарнӑ? Ҫынсем ҫав тери хӑрушла условисене хӗрес илес тесе, ят илес тесе мар, хӑранипе те мар йышӑнаҫҫӗ: кунта урӑх, чун хавалне ҫӗклентерсе яракан пысӑк сӑлтав пулма тивӗҫ. Ҫуса тасатакан шыв тапса анчӗ! Ҫӑтмах алӑкӗсем уҫӑлчӗҫ сирӗн умӑрта! Кӗрӗр те унта лӑпланӑр! Ҫавӑнпа та тепрер пин ҫултан Боровинӑра икӗ миллионран кая мар ҫын пулать, халӗ акрӗ те доллар ҫурӑ ҫеҫ тӑракан ҫӗрӗн тӑваткӑл аршӑнӗ ун чухне вара пӗр пин доллар тӑрӗ. Вӑл кӗтмен ҫӗртен темӗнле хӑрушӑ япала курнӑ. Аялта, йывӑҫ чӑтлӑхӗсен хушшинче темӗнле, кӗмӗл пек ҫаврака ҫутта куртӑм, ку уйӑх пулнине те каярахпа ҫеҫ ӑнланса илтӗм. Юлашкинчен алӑкран манах каллех кӗлтуни тата атте ури сассисем илтӗнчӗҫ. Ҫак хута Бельфаборакра, пирӗн ҫуртра, хамӑр патшана ларнинчен шутласа тӑхӑрвун пӗр уйӑхӑн вуниккӗмӗш кунӗнче панӑ». Эсӗ кайнӑ чухнех саншӑн пӑшӑрханаттӑм, тертленнӗ те, хӑранӑ та, ҫапах та вӑл пирӗн телей пулнӑ иккен. Комендант пирусне ҫӑварӑн тепӗр кӗтессине шутарса лартрӗ. Америкӑн ҫӗрӗ шӑп ӗнтӗ ҫак Фроуорд сӑмсахӗпе пӗтет, мӗншӗн тесен Горн сӑмсахӗ кӑнтӑрти широтасен аллӑ улттӑмӗш градусӗ ҫинче тинӗсре ҫухалса выртакан пӗр пӗччен чуллӑ ҫӗртен ытла ним те палӑрса тӑмасть. Кӗҫӗн Корабельнӑй кӗперӗ урлӑ каҫнӑ чух вӑл темӗскер шилетсе килсе, хӑйӗнчен инҫех те мар, бухтӑна ӳкнине курчӗ, халь ҫеҫ килсе ӳкнӗ япала секундлӑха шупкарах кӗрен хумсене йӑм хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатса илчӗ те куҫран ҫухалчӗ, унччен те пулмарӗ, вӑл шыва сирпӗтсе кӑларчӗ. Юн та вут. Вӑл пӳлӗмелле пӑхса унта кӗчӗ те:— Сывлӑх сунатӑп, юлташсем… — терӗ. — Эпир мӗншӗн тата, Уэлдон миссис? — хирӗҫлерӗ Бат. Талькав, аллине лаша купарчи ҫине хурса, йӗнер ҫине ларма тӑчӗ, анчах Гленарван шӑп ҫав минутра ӑна тытса чарчӗ. «Сид! Сид!» — терӗ те вӑл, ӑна хуллен силлеме пуҫларӗ. Мистер Морис-и? Хӗрарӑм ӑна урам тепӗр енчи икӗ хутлӑ ҫурт ҫине кӑтартрӗ. Тияк сӑнӗ-питӗнче шанчӑк та ҫамрӑклӑх вӗркесе тӑрать, ун куҫӗнче хӑват та пурнӑҫа савса юратни йӑлкӑшать. Хулана каҫсерен кунта пурӑнакансем черетпе сыхлаҫҫӗ. Вӑл, кӗрмешсе ӗшеннӗскер, аяла пулнин мӑшкӑлӗпе халсӑрланнӑскер, нимӗн чӗнмесӗр выртнӑ, ҫи-пуҫӗ унӑн таткаланса пӗтнӗ, темскерпе вараланнӑ, алли-урисем алшӑллисемпе йӑлмакланнӑ. Хамӑр тавҫӑрса илнине пирӗн кӑтартмалла-и вӗсене? — Акӑ мӗнле. Хӑш чухне пӗр-пӗр ҫын пырса, йӗри-тавралла пӑха-пӑха, асӑрханса Павела калать: — Ну-ка, тӑванӑм, эсӗ кунта кӗнекесем вулатӑн, законсене пӗлсе тӑратӑн. Вӑл мана: «Гражданин, эп сире пӗлместӗп», тет. — Эпӗ те ун ҫинчен шухӑшламанччӗ, халӗ мана темӗнпе ҫапса илнӗ пекех пулчӗ: ара, паян пирӗн эрнекун-ҫке, тетӗп. — Эпӗ Риварес пирки пытӑм, сирӗн преосвященство. «Эп пӗлетӗп ӑна! Вӑл Вериговӑ ялӗнчен. Иван пичче ывӑлӗ, «Ненко», — хавасланса асне илчӗ Огнянов. — Спасибо, — йывӑррӑн пуҫларӗ вӑл: — эпӗ кӑна кӗтменччӗ. Сасартӑк ҫав ҫурта ешчӗкӗ ҫурта ешчӗкӗ пулмарӗ иккен, вырӑн пулчӗ пек, Ваҫили Андрейч килӗнче вырӑн ҫинче — ҫурта ешчӗкӗ ҫинче — выртать пек. Чӗкеҫсем ҫӳлте вӗҫеҫҫӗ; ҫил пӗтӗмпех шӑпланнӑ; кая юлнӑ пыл хурчӗсем сирень чечекӗсем ӑшӗнче лӳпперӗн те ыйхӑллӑн сӗрлеҫҫӗ; ӳпресем аяккалла тӑсӑлнӑ пӗччен турат тӗлӗнче юпа пек явӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшласан, Фелим ӗнтӗ пӑрӑнса тепӗр еннелле кайма тӑнӑ-мӗн. — Йӗм тӑхӑннӑ ачаш хӗр, улпут ывӑлӗ, унӑн чунӗ тухса сирпӗнтӗр! Тихон ҫилленмен, вӑл, аяккалла пӑхса, кӗскен те лӑпкӑн ответленӗ, ӗхлеткелесе илнӗ. Ерофей Кузьмич ӑна чарма хӑтланса пӑхрӗ: — Кӑлӑхах хыртаратӑр! — терӗ вӑл. Лукашка чӗнмерӗ. — Хӗрарӑмсене тата… хӗрарӑмсене кӗлетсен уҫҫисем манра иккенне мӗншӗн каларӑн? — Ҫавӑнта-и? — кӑшкӑрать вӑл тарӑхса, хӑй аллине кӑнтӑралла тӑсать. Эпӗ хам ума пӗр тӗллев лартнӑ, эпӗ мӗнле те пулин ун вӗҫнех тухмалла. Арман хуҫи ҫӳллӗ, ҫуллӑ пит-куҫлӑ, вӑкӑрӑнни пек тачка ӗнселлӗ, ҫавра та пысӑк хырӑмлӑ ҫын тухса тӑчӗ. Мускавра Япаласемпе ҫынсем ҫине мӗнле пӑхасси тата вӗсене мӗнле хакласси Мускава ҫитсен татах та ытларах улшӑнчӗ. Мересьев чӳречесене уҫса ячӗ. Вӗсем ансӑр йӑрансем туса йӗрлесе пӗтернӗ сӑрт еннелле пӑхнӑ. — Ав, Родька мучи пулас, аллипе сулать, — терӗ Лукашка, малта халь уҫҫӑнах курӑнакан икӗ юланутлӑ ҫын ҫине кӑтартса. «Сӑмавара эпӗ ытла ир лартрӑм, вӗресе хухать ӗнтӗ. Сулӑ хумсемпе пӗрле ҫыран хӗрринелле туртӑннӑ пек сисӗнет. Гленарван ҫакӑнтах тарса ҫӗр каҫмалла пулни ҫинчен пӗлсен, хумсен хусканӑвӗпе усӑ курса, ҫыран хӗррине ишсе тухсан аван пулать пулӗ тесе асӑрхаттарчӗ. Пугачев, хӑйӗн чее ултавлӑхпа мӑшкӑллӑха палӑртакан сулахай куҫне сайра хутран хӗскелесе, ман ҫине тинкерсе пӑхать. Сулӑ ҫӗр ҫывӑхнелле ерипен ишсе кайрӗ. Тин ҫеҫ хӑпаракан хӗвелӗн хӗрлӗрех пайӑркисемпе шупкаланнӑ пӗлӗт уҫламӗнче ҫыран тӗксӗм кӑвакӑн курӑнса выртать. Ялта ҫуртасем те ҫутса янӑ, алӑксенчен тата кантӑксенчен курӑнакан сархӑмрах ҫурта ҫутисем пире лӑплантарчӗҫ. Анчах ку ялта тупма май килнӗ пулӑшу та ҫавӑ ҫеҫ пулчӗ. Икӗ эрнене яхӑн кашни кун тенӗ пекех эпӗ Зухин патне вӗренме ҫӳрерӗм. Вӑл, Сергей, ҫӗр ҫинче никам та пӗр-пӗрне персе вӗлерес ҫук саманана ҫывхартас тесе вӗлерет. Сехет те иртмерӗ пуль, ман пата пырать-кӗрет икӗ жандарм. Вӑл ӑна хӑйӗн юратнӑ кӗнекисем, хӑйӗн харкашӑвӗсемпе кӑмӑлсӑр ӗҫӗсем ҫинчен пӗр именсе тӑмасӑр кала-кала кӑтартнӑ, хӑйӗн тусӗсене ун патне ҫӗр выртма янӑ, унӑн йывӑр аманнӑ ҫыннисемшӗн вӑл унпа пӗрле хуйхӑрнӑ тата, хӑйӗн ӗҫне ӑнланса илме юратнӑ пекех, госпиталь ӗҫӗсене те ӑнланса илме тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн, иккӗленкелесе, тата темиҫе казак вырӑнтан тапранса утрӗҫ. — Олеся… Лӑплансам, чиперукӑм, пепкеҫӗм… Анчах ҫак пысӑк мар ушкӑн пӗр самантлӑха шӑп пулни урӑх сӑлтавран та килет. Ӗнер манпа калаҫрӗҫ, председателе суйласшӑн. Хӑйӗн чӗри ҫав вӑхӑтрах пӑчӑртанса ыратса илчӗ. Парӑр-ха, курам! Атте Карл Иваныча мӗншӗн ятланине эпӗ ниепле те ӑнланаймарӑм. Ҫав Джо индеец хыҫҫӑн кайса, ӑна тӑлӑх арӑмӑн ҫурчӗ патнех йӗрлесе ҫитнӗ каҫ пулнӑччӗ… Макар хуллен алӑк патнелле утрӗ, тӑнлавӗпе алӑк янаххине пырса ҫапӑнчӗ, йӑнӑшса ячӗ. Тӗксӗм-хӗрлӗ, хӑрса кайнӑ гранат йывӑҫӗн хуппи тӗслӗ ту тепӗр тӑва, ҫуллахи кӑнтӑр кунӗнче пулакан хумсем пек ҫӑра-кӑвак, сӗткенлӗ те ҫемҫе, пӗр йӗрсӗр тӑва витсе тӑрать; кӑвакки хӑйпе юнашар икӗ ту хушшине хӑй тӗсне панӑ, кӑвакарса, пӗлӗтпе пӗрлешнӗ; тӗксӗм-хӗрлӗ тӗслӗ малти тӑвӑн чиккисене те хӑй тӗсне ӳкерчӗ, ун тӑрӑх тӗттӗм пулнӑ вӑхӑтри пек пӑтранчӑк ӗнтрӗк сапаланнӑ. — Мӗнле чухламастӑн эсӗ — тискер вӑл, — терӗ Катя, — эсӗ хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа курмастӑн та. Ман пӳрнесем ют ҫыннӑнни пекчӗ-ха, эпӗ ҫапах та хӗрсе ӗҫе тытӑнтӑм. Декабрӗн 22-мӗшӗ — Ҫурҫӗр полушаринче чи кӗске кун. Парад пит чаплӑ иртрӗ те, его величествӑна ку хытӑ савӑнтарса ячӗ. Эпӗ хама ирӗке кӑларма ыйтса ҫав тери нумай прошенисемпе докладнӑй запискӑсем панӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен император ыйтӑва малтан министрсене сӳтсе явма пачӗ, унтан государство советне тӑратрӗ. Арӑмӗ патне вӑл ман пекех кӑвакарса таврӑнӗ! Пиччӗшсем тем япалана интересленсе пӑхнине курсан, Жоржетта та ку мӗн иккенне пӗлесшӗн пулчӗ. — Тавтапуҫ, капитан. Юлашки икӗ кун хушшинче вӑл Ежовпа пӗрле пит хыта ӗҫнӗ, ҫавӑнпа та унӑн мухмӑрла пуҫӗ халӗ ҫурӑлас пек ыратнӑ. Ку мана кирлӗ, питӗ кирлӗ, — кайран унта пурте татӑклӑ пулӗ. — Ҫук, шывӗ сивӗ… — ответленӗ Званцев, Саша куҫӗсенчен ҫӳҫенчӗклӗн пӑрӑнса. Куратӑп — нимрен тытӑнмалли те ҫук манӑн, — терӗ ямшӑк. — Ну, кала, мӗн пама пулчӗ вӑл сана? — йӑл куланҫи пулчӗ вӑл, хӑй тӳррӗн лартнӑ ыйтӑвӗсемшӗн аван мар пек туйса. Никам та ҫук. Унтан, пӗр минута шӑпланнӑ хыҫҫӑн:— Эпӗ тин кӑна тӗлӗк куртӑм: вилӗм ман алла чуптӑвать пек, — тесе хушса хучӗ. Наҫилккине йӑтса иртсе пынӑ чух унӑн сӑмси тӑпсинче икӗ енче икӗ куҫҫуль тумламӗ чӗтресе тӑнине Фома лайӑх курса юлнӑ… Апат ҫинӗ чух ача темӗскер шухӑшлӑ пулнӑ, вӑл ашшӗ ҫине шикленӳллӗн пӑха-пӑха илнӗ. Жухрай, пӗтӗмпех уҫҫӑн, ӑнланмалла, ҫӑмӑл чӗлхепе каласа пачӗ. Хӑҫанччен кӗтес манӑн ӑна? Ҫырансенче пурӑнакансенчен темӗн чухлӗ тӗпчесе тухсан та, кирли ҫинчен нимех те пӗлеймерӗҫ. «Британи» кунти вырӑнсенче ҫӳренине ниҫтан та пӗлме пулмарӗ. Гленарван хӑйӗн тусӗсене шыравсем ӑнӑҫсӑр пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Карап ҫинчи хатӗрсем лайӑх, тыткалама меллӗ пулнипе вӑл пӗчӗк командӑпах Ҫӗрӗн Кӑнтӑр ҫурчӑмӑрӗнче талккӑшӗпех выртакан пӑрсем патне ҫитме те пултарать. Мӗн тӑвас манӑн? Палламан ҫын ҫавӑн пек хӑтланнинчен плантаторпа унӑн юлташӗсем шалт тӗлӗнсе кайрӗҫ. Бекки сасартӑк темӗн лайӑх маррине сисрӗ. Ҫӳллӗ тачка кактусран пӑрӑнса иртнӗ май Лось ун патне аллине тӑсрӗ. — Тепри хӑҫан пулать? Манӑн ҫӑлтӑрӑм мана улталамӗ-ши?.. Пӗр Любовь Сергеевна ҫеҫ мана, хамшӑн кӑна тӑрӑшакан, турра ӗненмен тата тӑрӑхлакан ҫын вырӑнне хурса, юратман пек туйӑнчӗ, манпа час-часах тавлашрӗ, ҫиленчӗ, мана вӑл татӑк-кӗсӗк, ҫыхӑнусӑр сӑмахсем каланипе тӗлӗнтерчӗ! Ҫакӑн пек шухӑшсемпе эпӗ пилӗк минута яхӑн ирттертӗм, ҫав вӑхӑтра Дубкова темшӗн ытларах та ытларах курайми пултӑм. Еленӑн ашшӗ-амӑшӗпе килте сывпуллашмалла, ҫула — Инсаров хваттерӗнчен тухса каймалла. Ҫав куҫсем, ҫав тутасем, пӗтӗм пит-куҫӗ те ҫавах. Лав тапранса кайсан, вӑл юрласа ячӗ, унӑн ачанни пекех ҫинҫе сасси урамри шав витӗр чылайччен илтӗнсе тӑчӗ. Разметнов ырантан тытӑнсах тыркассемпе кӗрешӳ пуҫласа яма сӗнӳ пачӗ. Ку ӗҫпе аран-аран майланкаласан вӗсем фок ҫине кусрӗҫ. Ҫӑмӑллӑн ҫӳрекен Роберт ӗҫе хӑйӗнчен ҫитӗнерех панӑ та вӑйлӑрах, анчах меслетне пӗлеймен юлташӗсенчен ҫӑмӑлтарах тӑвать. Паруссене пуҫтарнӑ хыҫҫӑн якӑрсене корма хыҫне илсе каймалла. Якӑрсен, карап хыҫне вырӑнтан хускатмасӑр тытса тӑрса, приливӑн мӗнпур пайне карапӑн хӑйӑр ӑшне кӗрсе ларнӑ сӑмсине ҫӗклесе илме партармалла. Карап ҫинче шлюпка пулсан, якӑрсене кайса яма йывӑр мар. Якӑра ун ҫине тиеҫҫӗ те кирлӗ вырӑна илсе кайса шыва пӑрахаҫҫӗ. Анчах «Макари» ҫинче вӑл ҫук, ун вырӑнне урӑх мӗн те пулин шухӑшласа тупмалла. Якӑрсене кайса яма кирлине ӑнланмашкӑн Гленарван тинӗс ӗҫӗнче ҫителӗклех пӗлет. — Мӗнле тӑвасшӑн эсир? О, ҫав халапа тепӗр хут тапратас пулсан, эпӗ ӑна мӗн каланине нимпе те, нимпе те калас ҫукчӗ. Парсам мана пӗр икӗ кун, эпӗ ҫакна пӗтӗмпех лайӑх кӑна шухӑшлам… Чирлисем хӑйсен койкисене куҫарса лартаҫҫӗ те пӗр чарӑнмасӑр оратор пек калаҫаҫҫӗ, кашни политикӑллӑ дискуссиех тӳпелешӳпе вӗҫленет. Урамра ҫил шавлама тытӑнчӗ, тӑвӑл хускала пуҫларӗ. Айккисенчен — ҫунатсем тейӗн — ҫутӑ икӗ тӗтрелӗх саркаланнӑ. Пулма пултармалли марри ҫинчен шухӑшлӑпӑр тата: тӳпери пур ҫӑлтӑрсем те сӳнчӗҫ тейӗпӗр. — Театра мӗнле? — ыйтнӑ Смолин. Хӑй «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрманнине пит аван пӗлсе тӑнӑ вӑл. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, хӑйне ҫав сӑмахсемшӗн ик эрнелӗхе тӗрмене хупмалла туни уншӑн темӗнле, никам пӗлме пултарайми вӑрттӑн япала пек туйӑннӑ. Кӑна вӑл пӗр иккӗленсе тӑмасӑр йышӑнма тивӗҫ догма вырӑнне хунӑ, турра ӗненекенсем те ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха, хӑйсем мӗншӗн ӗненме кирлине ӑнланмасӑрах ӗненеҫҫӗ, Крэнкбиль те ҫавсем пекех пулнӑ, уншӑн пулсан, ку темӗскерле, ӑнланмалла мар япала, ҫав тери хаваслантарса яракан, ҫав хушӑрах хӑратса пӑрахакан япала пек туйӑннӑ. — Джемма, сире аялта такам чӗнет. Халӗ вӑл ҫак ачашлӑва пӗрре те хирӗҫлемерӗ, кунтан та ытларах, тепӗр, ирӗк аллипе ман ҫӳҫе йӑкӑш та йӑкӑш шӑппӑн сӑтӑрчӗ. Ҫак вӑхӑтра пӑшал сасси пулчӗ. Вӑл пирӗн организацинче тӑратчӗ, вӑрттӑнлӑх вара унпа пӗтетчӗ: вӑл хӑйсен станицинчи виҫӗ ҫынна ҫеҫ сутма пултарнӑ, пирӗннисене урӑх никама та, пӗр чуна та пӗлмен. Эпир пӗчӗкҫӗ шыв таппи патӗнче пулмалла, ку ҫак хӑех пулма тивӗҫ, — терӗм. Вӗсен пурнӑҫӗн историне фанертан тунӑ шӑтӑк аяклӑ чемоданпа утиял вырӑнне ҫемье витӗнсе пурӑнакан шинель питӗ лайӑх каласа пама пултараҫҫӗ. Ҫамрӑк альпинистсем ҫавӑн ҫӳлӗш ту ҫинче тренировка та тума пултармалла… Ҫапах та, пӑшал сасси ман хӑлхара янӑраса тӑратчӗ. Кӑмӑлӑр пур-и, эпӗ халех лага тепре пӑрахма хушӑп? Хамӑр сехетре вунӑ миля хӑвӑртлӑхпа пынине курӑр вара эсир, ку талӑкра иксӗр мильӑран та ытла! Ӑнланатӑн-и? — унтан, ответ кӗтмесӗрех, шухӑша кайса, малалла каларӗ: — Эсӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх, Андрюха, хӑв арҫынлӑхупа та казаклӑхупа ытла ан мухтан. Малтан вӗсем ҫав япала халиччен курман темле чӗрӗ япала тесе хӑраса кайнӑ. Ҫак кичем каҫӑн илемӗпе йӑпанакан Лена этем пурнӑҫӗ мӗн тери вӑрӑм, чӑннипех те вӗҫсӗр-хӗрсӗр пулни ҫинчен шухӑшларӗ. Ҫакӑ мана лайӑх мар пек туйӑнчӗ. Унӑн ҫав ӗҫӗ вилнӗ-им, вӑл мана чӗререн хускатса ҫӗкленӗ туйӑмсем ҫухалнӑ-им, эпӗ ӑна хастарлӑ, ҫирӗп, тӳрӗ ҫын тесе шутлани пӗтсе-сӳнсе ларнӑ-им? — Сигнал пар. Эсир виски ытларах юрататӑр тесе каларӑр пулмалла. Вӑл хута нумай пулмасть ҫыпӑҫтарса хӑварнӑ пулас — типсе те ҫитеймен-ха, — ҫыпӑҫтарасса та начар ҫыпӑҫтарнӑ пулас, лайӑх ҫыпӑҫтарнӑ пулсан, ӑна ҫил хӑйпӑтайман пулӗччӗ. Симурден хумханма чарӑнчӗ, анчах хӑйне епле ҫирӗп тытсан та, вӑл лӑпкӑ ҫын пек мар, ним туйман тӗреклӗ чул ту пек туйӑнать. Симурден унӑн сӑмахне илтмен пекех хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Тӑванӑмсем! Чарӑнӑр, кая юлман-ха. Часах хӑрушӑ сехет ҫитет! Паллах, фронталла туртӑнаҫҫӗ. — Мӗнех вара, ку лайӑх вӑл, ҫӗклетӗрех. Кӑшт улӑм сарнӑ бетон урайне ӗретӗн-ӗретӗн таччӑн выртса тухаҫҫӗ. Вӑл его величествӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗ пысӑкӑш вырӑн йышӑнать имӗш. Нумай тӳсӗм кирлӗ пулчӗ Алексее ҫав самантра куҫа хупса выртма тата, кӑшкӑрса каялла сиксе, хӑй кӑкӑрӗ ҫине йӑваннӑ йывӑр кӳлепене тӗксе ярассинчен тытӑнса тӑма. Тамань вӑл — Российӑри тинӗс хӗррисенче ларакан хуласенчен чи начар та пӗчӗк хула. Таврӑнмалла марччӗ ҫав манӑн шкула. — Шухӑшласа кӑларатӑп, — тетӗп, — анчах йӗрке хушнӑ пекех пулаймасть ку. Пӗр сӑмахпа каласан, халӑх партинче вӑл вӑтам элементсен хушшинче тӑрать темелле. Ун пек элемент кирек мӗн тунӑ чухне те юрать, революци валли кӑна кирлӗ мар, революцие ӑна вӑй хумасӑр та хытӑ пулмасӑр тума ҫук. — Тапак хутаҫҫи! — тесе ҫухӑрса ячӗ кукаҫей. — Эпир паллашрӑмӑр, атте! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, сӑн-пичӗ ҫинче темӗнле ачаш та ырӑ хӗпӗртевлӗх пуррине палӑртса. Анчах та вӑл ҫирӗп кӑмӑллӑ. Маншӑн пурте пӗтрӗ ӗнтӗ. Каска хӗрӳллӗн ҫуннӑ чухне вӑл юр ҫине тӑсӑлса выртрӗ те ҫывӑрчӗ, пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине ҫаврӑнса ӑшӑнчӗ. Хушӑран хушӑ вӑранса, йӑслатса ҫунакан нӳрӗ каска ҫунма чарӑнасран, ун ҫине типӗ туратсем хуҫса хуркаларӗ. Ун чухне мантисем нумайӑшӗ ҫумӑрпа ансӑрланнӑ, шлепкесем те пайтах хӑмпӑлчӑланнӑ. Юлашки икӗ-виҫӗ мильӑна пӗр сехетре утса тухма пулӗ. Унӑн хӑйӗн питӗ лайӑх аэродромӗ, ҫав тери паха общежити, пуян клуб пулнӑ, клуб сцени ҫинче хӑш чух Мускаври театрсен гастрольлӗ трупписем пырса спектакльсем лартнӑ. Вӑл-и? — вӑрӑммӑн каларӗ Санин. Павел Петрович тухса тӑчӗ, кӑштах пуҫ тайрӗ; темӗнле салхуллӑн: «Эсир кунта-и?» терӗ те пӑрахса кайрӗ. Обер-ефрейтор хайхи тыткӑнри ҫын ҫине, халь те кӑшт аякра ҫӗр ҫинче лараканскер ҫине, аллипе сулса кӑтартрӗ. Ҫакӑн пек хӑюллӑ калассине эпӗ хам та кӗтменччӗ! Ҫӗмрен йӗппи вӗҫне лартмалли ҫак чула атте ман валли тунӑ, вӑл мана виҫӗ хутчен вилӗмрен хӑтарчӗ. Ҫук, ыратнипе тӑнран тухнӑ чӗрчун тарасси ҫинчен урӑх шутламарӗ. — Ман пиччепе пӗр карап ҫинче службӑра вӗсем. Шуйхану ытла хӑрушӑ пулчӗ. Ҫак уйрӑмлӑха XVII ӗмӗрти астрономсем хӑйсен япӑх кӑтартакан трубисемпе нумайччен шухӑшласа тупма пултарайман. Аванах калать вӗт, ҫапла мар-и? Соломон кунӗсенче кӗмӗл хакӗ ахаль чулӑнни пек ҫеҫ тӑрса юлнӑ, хӗрлӗ йывӑҫӑн та — айлӑмра ӳсексен ахаль сикиморӑннинчен пысӑках пулман. Ҫинҫе пиртен ҫӗлетнӗ кӗпесемпе, кӗписен ҫӗввисене тӑршшӗпех вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл чечексем тирсе тултарнӑ хӗрлӗ пурҫӑн ҫиппе тӗрлесе тухнӑ. Аҫа ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, капитан мана вилес пекех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. — Эс ҫартисен начальникӗ-и вара? Яланлӑхах килне янӑ, теҫҫӗ, анчах эпир йӗркеллӗн нимӗнех те пӗлейместпӗр-ха. Кӑткӑ йӑвинче пурӑнакан нумай пинлӗ термитсенчен пӗри те курӑнманнинчен Бенедикт пичче ҫав тери тӗлӗнчӗ. Май килмесен, персе ӳкер. Мӗн те пулин тӑвасах пулать. Ҫук, пит те ҫӑмӑл мар! Граф ӑна манпа паллаштарчӗ; манӑн нимӗн именмесӗр калаҫас килсе кайрӗ, анчах хама хам ирӗксӗрлемен пек тытма мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, хам ытларан та ытларах пӑлхана пуҫларӑм. — Курӑр акӑ, — хыттӑн калаҫрӗ руль умӗнчи Болтон, — пӗр ырӑ уяр кун ҫак йытӑ ман пата пырать те: «Ӑҫталла ҫул тытатпӑр, Болтон? Ҫил хӑш енчен вӗрет паян? Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ е хӗвеланӑҫ-ҫурҫӗр енчен?» — тесе ыйтать. Гакуаль мӗнпур вӑйран корвета хума хирӗҫле тытса пыма тӑрӑшрӗ, мӗншӗн тесен хумпа ҫил карапа айккинчен пырса ҫапӑнсан, вӑл ҫавӑнтах хӑяккӑн тӳнсе кайнӑ пулӗччӗ. — «Тӑванупа» килӗштереймерӗр апла? — сӑмахсене аран-аран ҫавӑрса каласа ыйтрӗ Давыдов. Пӗр утӑм та чакмалла мар! Мӗн кирли пурте — йӑлтах пулӗ! Каҫарӑр мана ыйтса тӗпченӗшӗн, кам пулать-ха вара ку? Вӑл йыхӑрни ахалех пулнӑ — лаши пыман, вӑл хӑраса кайнӑ. Тата эсир лайӑх каларӑр, хаклӑ чунӑмҫӑм, — питӗ лайӑх! Эсир вӗсен кӑмӑлне каймӑр тесе хӑранӑччӗ эпӗ… Софья кӑштах шарламасӑр пынӑ хыҫҫӑн хуллен те кичемреххӗн:— Вӗсемпе ансатрах калаҫма вӗренетӗн… — терӗ. Утнӑ май вӗсем Рыбин ҫинчен, чирлӗ ҫын ҫинчен, хытӑ тӑнласа ним шарламасӑр ларнӑ, анчах та, хӗрарӑмсемшӗн вак-тӗвек таран тӑрӑшса, вӗсене чунтан, тусла тав тунине палӑртнӑ йӗкӗтсем ҫинчен калаҫса пычӗҫ. Крэнкбиль ҫакна ӑнлантарса пама килӗшмен. Эпӗ вилес патнех ҫитрӗм: эй, ҫӳлти турӑҫӑм, мӗн пулӗ ӗнтӗ Ванюшӑна? Павел Петрович ҫак сӑмахсене илтсен, тепӗр енне кӑна пӑрӑннӑ, анчах шӑлнӗне урӑхла ӗнентерме тӑрӑшман. Ҫакӑ мӗне пӗлтернине лайӑх чухласа илсе, вӑл ӑна тӳрлетме тӑрӑшрӗ: ӳкернине шӑлса пӑрахса, ҫӗнӗрен чӗркелесе хӑтланчӗ, анчах ӳкерчӗке малтанхинчен те начартарах пула-пула тухрӗ, ӗхӗлтетсе кулнисем вара тата хытӑрах илтӗнчӗҫ. Тепӗр чухне Павел шухӑша каять, ӑна асаилӳсем ҫавӑрса илеҫҫӗ, ҫакӑн пек самантсенче Галя унӑн куҫхаршисем чӗтренине, шухӑшран шухӑша куҫнӑ май куҫӗсем улшӑннине курать те, унӑн Павел суккӑр иккенне ӗненес те килми пулса каять: ара унӑн тап-таса куҫшӑрҫисенче пурӑнӑҫ вылять-ҫке. Манӑн чечекӗмсене йӑлтах тӑрук тӑпӑлтарса тӑкнӑ, вӗсем ман тавра сапаланса, таптанса выртаҫҫӗ. Вӑл калаҫнине тата унӑн пӗчӗк сӑмсаллӑ хӗрлӗ сӑнне кура Павкӑна кӑшт кулӑшла пек туйӑнчӗ. Е, тен, Марья Викторовна килме кӑмӑл тумасть паян? Кун килнине упӑтесем ҫапла саламлаҫҫӗ. — Мӗнле дневник тата? Джим ҫырма та пӗлмест! — Пӗлмест пулин. — Камсем? Вӑл хӑйне ҫав тери хытӑ юратать, ҫавӑнпа экзаменра та посредственно мар, отлично илесшӗн. — Пурне те суятӑн эсӗ, — васкаса каларӗ вӑл. — Тупӑннӑ тата Чайльд-Гарольд! Вара мана тӗртсе ярса, ури ҫине тӑчӗ. Анчах вӗсем пеме ӗлкӗриччен ҫывӑхра тӑракансенчен такши ун мӑйӗ ҫине лассо ывӑтса, кӗсрене ҫухӑрма чарнӑ. Воропаев ӑна вӑйпах тытса чарчӗ. Атте ик ҫул каярах вилнӗ. Эсӗ пирӗнпе нихҫан та килӗшместӗн пулӗ, пирӗн шухӑшсене хӑвӑн шухӑшу пек йышӑнмастӑн пулӗ, халиччен пурнӑҫ тӑршшӗпех тӳссе пурӑннӑ пек, ним чӗнмесӗр тӳссе пурӑнатӑн кӑна тесе шутланӑччӗ. Ҫакна каласанах кӑмака патнелле сиксе кайса тӑчӗ. Ҫапла ҫав, кун пек вӑхӑтра тем те пулма пултарать. Татьяна ним чӗнмесӗрех тутӑрне хӑйӗн куҫӗсем патне тытрӗ, унӑн шӗвӗр хулпуҫҫийӗсем чӗтреме тытӑнчӗҫ, хура пальти хулпуҫҫисем ҫинчен юхса аннӑ пек пулчӗ, вара ҫак ырхан, вӑрӑм мӑйлӑ хӗрарӑм ирӗлме тытӑннӑ пек туйӑнчӗ. Чалӑш аяклӑ анархист! Анчах та эпӗ обществӑран татӑлса пӗччен пурӑнни иккӗмӗш ҫул ҫине пуссассӑн, графиня хӑйӗн упӑшкипе ҫу каҫма ялне килесси ҫинчен хыпар сарӑлчӗ. Хулӗ айӗнче аякка пӑхмалли труба пурччӗ. Хӑйне хӑй, хӑйӗн нушисене манса кайни. Сывлӑша вӗҫсе улӑхакансене ытла ҫӳле хӑпарсан, сывлама сывлӑш ҫитеймест, пирӗн вӑл ытлашши те пулӗ. Паллах ытлашши пулни ҫителӗксӗр пулнинчен аванрах ӗнтӗ. Фелим алӑк патнелле кайнине курсан, йытӑ тӑчӗ. Вӗсем пӗр-пӗрне сывлӑх сунчӗҫ. Эпӗ те ӗнентӗм ҫакна, эсир те, ыттисем те ӗненчӗҫ. Анчах ҫапах та — вӗрентӳллӗ. — Кам? Чи малтан Осадчий пуҫларӗ. Ҫӗркаҫипех сиввӗн вӗрсе тӑрса, кӗр ҫилӗ пӗтӗмпех пӗтерсе хунӑ. Куҫа ҫакӑн пек курӑннине сирсе яма, Алексей шыв ҫине чышкипе ҫапрӗ. Катя, Катя, ку Мускав-и? Тӳпен мӗнле те пулин вырӑнӗнче ҫӗнӗ ҫӑлтӑр курӑнса кайсан е кивви курӑнми пулсан, ҫак вырӑна ҫӗнӗрен ӳкерсе илмелле те ҫӗнӗ негатива малтанхипе танлаштармалла. Чӗрӗ ашак илсе килес мар-и? Экзамена хӑшпӗрисем ман пекех гувернерсемпе е ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле килнӗ, вӗсем шутӗнче эпӗ паллакан Фростпа пӗрле кӗҫӗн Ивин тата хӑйӗн ватӑ ашшӗпе пӗрле Илинька Грап пур. Ҫийӗнчи виткӗҫе хуралҫӑсен аллинче хӑварса, вӗҫерӗнсе тухать те паҫӑрхи ҫулпа пушшех хыттӑн чупса каять вӑл каялла. Татариновсем Татариновсем ҫуртра ӗҫлекен работница тытмастчӗҫ, ҫавӑнпа ватӑлса ҫитнӗ Нина Капитоновнӑна ӗҫлемешкӗн йывӑрччӗ. — Мӗнле вӑл пулӑшма ан пултӑр? Вӗсем пӗчӗк ачасене вӗлернӗ, хӗрарӑмсен кӑкӑрӗсене касса кӑларнӑ, ирӗке янисенне чӗркуҫҫи таран ура тирӗсене сӳнӗ, пӗр сӑмахпа каласан, козаксем хӑйсенчен ӗлӗк мӑшкӑланӑшӑн пурне те шултӑра монетӑпа тӳленӗ. — Кама, кинеми? Пӗр ҫавна ҫеҫ ӑнланса илтӗм. — Эпӗ, паллах, усламлӑ ӗҫе хапӑллатӑп, анчах пӗлетӗр-и, актер ӗҫне эпӗ пачах ӑнланмастӑп, актерсене курмах та тӳр килмен мана. Эсир, тен, илтнӗ пулӗ, эпир куҫса каятпӑр. Врач кӑмӑллӑнах килӗшрӗ, анчах полковник ҫавна илтсен «ун пек ашкӑнтарма» чарчӗ. Базаров хыҫала юлнӑччӗ… Аслӑ ученӑй хӑйне ҫапла майпа улталаса Италие илӗртсе килме «святейший» инквизици тунӑ план пеккине пӗлмен. Инквизици тесе Испанипе Италири тӗне хирӗҫ тӑракансене хӗсӗрлекен хӑрушӑ суда каланӑ. — Ну, вара? — пӗлес килнине пытараймасӑр ыйтать Виктор. Вӑл хӑйне час-часах эмел пама ыйтма пуҫларӗ, ҫавӑнпа мӑнаккӑшне йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. «Эмелне хӑҫан ӗҫес килет, ӑна хӑвах илсе ӗҫ, манӑн ҫума ан ҫыпҫӑн», — терӗ юлашкинчен мӑнаккӑшӗ. Пачах та шухӑшпа тавҫӑрса илейми, тӳсме ҫук пысӑк йыварлӑха кӗрсе ӳкрӗ-ҫке вӑл! — Вӑт путсӗрскер! Ҫырлахсамӑр, истори логики хушать… — Вӑтаҫӗр тата Кӑнтӑр Африкӑра. — Халӗ эпӗ ниҫта та каймастӑп; урамра тӑратӑп тата санпа калаҫатӑп; санпа калаҫса пӗтерсен акӑ, хам пата гостиницӑна каятӑп та ирхи апат ҫиетӗп. Ҫав журнал тӳрех ҫапла калать: ССР Союзӗн Конституци проекчӗ — пустуй сӑмах пани, ултав, «потемкинла ял» пулать, тет. — Сан сӑмаху мӗне пӗлтерет, Бойчо? — шалт аптраса ыйтрӗ Рада. Пӗр-пӗр ҫӑмламас Хураҫка, шурӑмпуҫ килеспе типӗ тислӗк купи ҫинче кӑштах тӗлӗрсе илнӗскер, кахаллӑн карӑнкалать те, хӳрине пӑлтӑртаттарса, картиш тепӗр енне лӑпӑс-лӑпӑс чупса иртет. Вӑл Шотландин харсӑр патриочӗ пулнӑ, унӑн Малькольм-Кэстль тарҫисем те, мӗнпур «Дункан» командийӗ пекех, Шотландин таса юнлӑ ҫыннисем пулса тӑраҫҫӗ. Зеб Стумп ӑна ҫавӑн пек шыва кӗртнӗ. Хуртланма пуҫланӑ, йӗксӗк! Вӑл йӗнине эпӗ нихҫан та илтмен, анчах та ӑна култарасси питӗ ансатчӗ. Ольховка ҫывӑхӗнчи сӑрт айлӑмне ҫитсен вӑл ҫул хӗррине, хӑй ачаранпах пӗлекен чул ҫине канма ларчӗ. — Ҫапла, текех эпӗ кирлӗ мар ӗнтӗ, мана хӑваласа кӑна ямалла; анчах ӑҫта хӑйсем панӑ сӑмах? — Акӑ вӑл, ҫӗлен йӗрӗ, лӑпах аякпӗрчисем тӗлӗнче. Макӑрӗ-макӑрӗ те иртсе кайӗ, нимӗнех те мар. Гленарван яхта ҫине тавӑрӑннӑ чухне ун патне суднон шлюпкисем те ҫитсе чарӑнчӗҫ. Эпӗ ҫавна халех тӗпчесе пӗлме тытӑнмарӑм, мӗншӗн тесен выҫса тата ывӑнса ҫитнипе манӑн шухӑшласа тӑма хастарлӑхӑм та юлмарӗ. Сквайрпа доктор патӗнче картӑ пур, анчах ӑна вӗсем ӑҫта пытарнине пӗлетӗп-и-ха эпӗ! Халь ӗнтӗ вӗсем пире хамӑрӑн туйӑм урлӑ тавӑраҫҫӗ, пире хӑйсен серепине лектереҫҫӗ. Вӑл Ньянгвепе Танганыша енне йӳн пусма-тавара слон шӑммипе, чурасемпе улӑштарма караван кӑларса ярасшӑн. Вара чӗркелесе ҫырнӑ, тарӑхмалла кӗске те ним шухӑшсӑр ҫырнӑ ҫырӑва мана виҫшер хутчен вулаттаратчӗ. Вӑл икӗ хут ытларах асӑрханса вӗҫрӗ те самолёта пит те кӑмӑлсӑр пулса лартрӗ, анчах кунта та, урисем кирлӗ пек вӑхӑтра хусканайман пирки, самолет юр ҫинче темиҫе хутчен унӑн-кунӑн сиккелесе илчӗ. Урамран халӑх ытларах та ытларах пухӑнса килчӗ, ҫынсем ним чӗнмесӗр, мӑйӗсене тӑсса, чӗрне вӗҫҫӗн тӑрса тӑкӑрлӑкалла хӗсӗнсе кӗчӗҫ. Ҫак туртӑма магнит вӑйӗ е магнетизм теҫҫӗ. — Чӑн калатӑп, тӗрӗксем, — сӑмахӗ ҫине тӑчӗ тухтӑр. — Ялавӗ ахальтен мар ӗнтӗ, Тосун-бей Клисурӑран таврӑннӑ чухне курӑнчӗ-ҫке, вӑл Бяла Черквана кӗрсе йӑлт аркатса тухасшӑн пулнӑ. Унтан, нӑшӑкласа илсе, хушса хучӗ: — Юлашки хут хушатӑп пулас… — Эсӗ ху туса пӑхнӑ-и вара, мучи? Телефон пирӗн сӗтелтен аякра, алӑк патӗнчехччӗ, ҫавӑнпа та эпӗ юриех хытӑ кӑшкӑрса каларӑм. Осколокӗ лӗпкене касса каятчӗ вӗт! Генри Пойндекстер ҫинчен Морис темиҫе хутчен те калаҫнӑ, ӑна кӑшт та пулин тӑшман вырӑнне шутланине те палӑртман, апла пулма мар, яланах ҫав яш ачан пит лайӑх пахалӑхӗсенчен тӗлӗнсе, хавасланса калаҫнӑ. Эпӗ пӗлетӗп, санӑн вӑй нумай, ҫавӑнпа эсӗ каланисене ӗненетӗп, эпӗ пурӑнӑҫ ҫине формально пӑхмастӑп, хӑш чухне — чӑн та вӑл питӗ сайра пулать, — хамӑрӑн пӗр-пӗрин хушшинчи ҫыхӑнӑва, вӗсем питӗ тарӑн пулсан, улӑштарма та пулать. Ҫӳҫне-пуҫне салатса пӑрахнӑ Лапшинов карчӑкки ҫӑматтипе алӑк янаххинчен хирӗнсе, сӗлехине сирпӗтсех хур амине хӑй еннелле туртать. Амӑшӗ, хӑйӗн чӗрипе ывӑлӗн чӗрине пӗрлештерсе пур ҫулӑм тӑвас кӑмӑлпа хӗрӳленчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Воропаев хӗрелсе кайрӗ. Ҫутӑличчен пӗрер сехет маларах ҫил ҫӗкленчӗ, пӗлӗтсем, пӗр ҫӗрелле пухӑнса, хӑвӑртрах шума тытӑнчӗҫ, тӳрех ӳкекен ҫумӑр чалӑшрӗ, — пӗлӗтрен пуҫласа ҫӗр патне ҫитиех хӗвелтухӑҫнелле чалӑш ӳкет вӑл, — вара мӗнле пуҫланчӗ, ҫавӑн пекех пӗр кӗтмен ҫӗртен чарӑнчӗ. Анчах халӗ хӗрача аяккалларах сиксе лармарӗ ӗнтӗ, ӳкерчӗке кӑтартма ыйтрӗ. Ҫак киревсӗр ӗҫ, пӗтӗм халӑха улталани пулса тӑчӗ. Ромашовшӑн мӗскер-тӗр пач пӗлменни, паллӑ марри пурччӗ каллех ҫак тинкерӳре — лӑпкаса ҫупӑрлакан темле ачашлӑх та, ҫивӗч тимлӗх те, кайӑксӑрлӑх та, унтан та шаларахра вара, сенкер куҫ шӑрҫисен асамлӑ тарӑнлӑхӗнче, мӗскер-тӗр чунӑн чи-чи вӑрттӑн чӗлхипе калаҫакан, ӑнланма, тавҫӑрса илме ҫукла тӗлӗнтермӗш йӑпшӑнса пытарӑннӑччӗ… Анах эппин, кунта пурте хамӑр ҫынсем… Унтан, сасартӑк картах сиксе илсе, ман ҫине хӑранипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе тӑрӑнчӗ: — Унпа мӗн пулатчӗ-ха вара? — Ҫапла ӳпкелешнине хам ҫине илейместӗп эпӗ, Максим Максимыч. Чӑннипех те ҫапла кайса килес пулсан, аван пулнӑ пулӗччӗ вӗт? Каторжниксем! Ха-ха! Вӗсем ҫинчен Австралинче никам та илтмен вӗт. Любишкин кӗлетсем патне хурал тӑратма сӗннӗччӗ, анчах Давыдов кулса кӑна илчӗ: — Халӗ, ман шухӑшпа, кирлех мар… — Эпӗ сирӗнпе пӗрле, сэр, — терӗ вӑл. Хӑвах куратӑн-ҫке: калаҫасса та вӑл — юптарури упа пекӗ авнӑ пек калаҫать… Мӗн эсӗ ҫӗрле сулланса ҫӳретӗн? — Ырӑ каҫ сунатӑп, Марко бай. Вӑл ҫав каҫа ун патӗнчех ирттерсе ячӗ. Будкӑра никам та ҫукчӗ, арҫын сассисем тулта та илтӗнместчӗҫ, сухаҫсем пурте йӑранраччӗ ӗнтӗ, сарлака путмар ҫинче Давыдов пӗчченех йӑвӑланса выртатчӗ. Анчах Ҫӑрттан мучи, тахҫантанпах тура тивмен муталанчӑк сухалӗ айӗнче ним пулман пек кулкаласа, парта хушшинче пӑталанӑ пек тӑп тӑрать, тухса калакансем енне ҫаврӑнса та пӑхмасть. Вара вӑл ашшӗнчен:— Эсир ӑна нимӗн те тӑвас ҫук-и? — тесе, пӑшӑрхануллӑн ыйтнӑ. Ӑна хирӗҫ Лошилин карчӑкӗ, курпун та хаярскер, хытӑ ҫилленсе хуравланӑ: «Мана улталама ҫамрӑк-ха эсӗ, хӗрӗм! Вӑл йӗп-йӗпе, унӑн мӑйӗ яланхинчен хӗрлӗрех, куҫӗсем те ахаль чухнехинчен ытларах йӑлтӑртатаҫҫӗ; сарлака питҫӑмартийӗсем чӗтре-чӗтре илеҫҫӗ; шурӑ, сывлӑхлӑ ӳтрен ирхи уҫӑ сывлӑшра кӑшт анчах палӑракан пӑс тухать. Вӑл — кӗрӗс-мерӗс, сапаланчӑк, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ ҫын, анчах сӑнӗ унӑн хитре, темелле; сухалӗ кӑтра та илемлӗ, куҫӗсем ача куллипе кулса тӑраҫҫӗ. — Ку шуйттансем пулӗ! — терӗ шӑппӑн Гекльберри, хӑй шартах сикрӗ. «Кӗҫӗн ҫынсем? Кун пек хӑтланса вӑл вӑкӑрсен мӑйӗсене шӑйӑрттарса пӗтерет-ҫке-ха! — Сеттльментре пит лайӑх пӗлсе тӑракан джентльменӗн пульки пулӗ тен вӑл. Вӑл мӗн пирки макӑрнине пӗлетӗп те-ха эпӗ. — Кайнӑ пулӗччӗ! — терӗ амӑшӗ, кӑртах сиксе, унтан йывӑррӑн сывласа илсе каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Э? Айлӑмри пӗчӗк сӑрт ӑна хӑйне йӗрлекенсенчен кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ пытанса тӑма май парать иккен. Ку, тӑванӑм, ӑспа тумалли ӗҫ, колхоза ертсе пырасси мар. Малтан вӑл павильон патне пырса тӑчӗ. Нумайӑшӗ ҫине тӑрсах ӗнентерсе каланӑ: пуҫсӑр юланут вӑл шуйттан, тенӗ. Егорушка сӑхсӑхрӗ те хыпаланса пальто тӑхӑнчӗ. Ҫаксене тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑн эпӗ хам вӑйсӑрланса пынине сисрӗм. Ҫитменнине та та манан юрӑхлӑ тумтир те ҫук. Ҫавӑнпа эпӗ темиҫе кун пӳлӗмрен тухмасӑр ирттертӗм, ҫак хушӑра кунти чӗлхене самаях вӗрентӗм. Король патне кӗрес пулсан, халь эпӗ вӑл мӗн ыйтнине хирӗҫ чиперех ответлеме пултарнӑ пулӑттӑм. Пурӗ те пӗр сӑмах ҫеҫ каланӑ вӑл йӑлӑнакан сасӑпа: — Патша!.. Павел хӑй асапланнине ҫын куҫӗнчен пытарма вӑй ҫитерсе пычӗ, ун асапне унӑн калака ҫук шурса кайнӑ сӑнӗ тӑрӑх пӗр Марта ҫеҫ пӗлет. Кала! — Ҫук, манӑн таса хӗрӗм; ҫук, манӑн ылтӑнӑм. Инструментсенчен — икӗ катмак, икӗ кирка, пурҫӑнран явса тунӑ улӑхмалли пусма, тимӗр вӗҫлӗ виҫӗ патак, пуртӑ, мӑлатук, вуникӗ тимӗр савӑл, винтсем тата тӗвӗллӗ вӑрӑм вӗренсем пур. Ун ҫинче, паллах, ҫунакан хӗрлӗ тутасем — мӗнлерех чуптума пултараҫҫӗ пулӗ вӗсем! — тата сарӑрах сӗмпе ункӑланнӑ куҫсем… Кандова та ҫаплах. — Ҫылӑха ан кӳртӗр. Унта йӑваш чӗреллӗ австралиецсем мар, вӑйлӑ та ӑслӑ тата юн ӗҫме юратакансем пурӑнаҫҫӗ. — Юхан-суравлӑскер, — терӗ вӑл. Анчах тинӗс ҫинче нимӗн те ҫук. — Йӑнӑш? — Саня, мӗнле витӗмлӗ сӑлтавсене пула Катя пӗр кӗтмен ҫӗртен килне пӑрахса кайнине пӗлместӗп-ха эпӗ, анчах ҫавӑн пирки ыйтса пӗлмешкӗн тивӗҫӗм пур; эсӗ кунта килнипе ҫыхӑнман-ши ҫав сӑлтавсем? Эп вӑл килнине пӗлмен те халь! Проливӗн ҫурҫӗр енчи ҫыранӗнче пӗр ҫын та курӑнмасть. Вӗсем пирӗншӗн пӗлмелле мар, ӑнланмалла мар пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех пулса юлаҫҫӗ. — Эсӗ ӑна тата ҫакна кала, — терӗ вӑл малалла. — Ганн питӗ лайӑх ҫын (ҫаплах кала ӑна) тата Ганн чӑн-чӑн джентльменпа ӑнӑҫлӑх джентльмен хушшинчи уйрӑмлӑха ӑнланать, мӗншӗн тесен вӑл тахҫан ӗлӗк хӑй те ӑнӑҫлӑх джентльменӗ пулса курнӑ, — терӗ вӑл. Шыв йӑвара тата тепӗр фут ҫӳллӗш хӑпарчӗ. Ку шӑтӑк та ейӳ шайӗнчен аяларах пулчӗ. Анчах Давыдов пичӗ-куҫӗ ҫинчи йӑл куллине сӳнтерчӗ те ҫапла ыйтрӗ: — Ӗҫ норми ҫинчен мӗн каласшӑнччӗ ҫак эсӗ? — Ҫав каҫах тата вӑл, юлташсем, пӗр-пӗр становой пристав пекех, виҫӗ колхознике сивӗ пӳлӗме хупса лартнӑ та, ҫӗр каҫичченех унта тытнӑ, вӑрлӑхлӑх тырӑ кӳрсе пама килӗшменшӗн вӗсене наганпа хӑратнӑ. Вӑл ҫав ҫырусемпе манӑн питрен печӗ, унтан мана питрен сурчӗ те кресло ҫине кайса ӳкрӗ. — Кайрӗҫ! — терӗ Сизов. Хӑй ӗмӗрӗнче вӑл яланах тинӗс хӗрринче пурӑнма ӗмӗтленнӗ тата ҫавӑн пек пурнӑҫ уншӑн чи пысӑк телей пулнӑн туйӑннӑ пулсан — мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ? — Апла мӗншӗн Давыдова ухмах тетӗн? Тенкел ҫине тар хунӑ хыҫҫӑн, Лукашка пӗчӗк хутаҫ илчӗ, унтан темиҫе пушӑ хозырь кӑларчӗ те вӗсене, ӑшне тар тултарса, ҫӗтӗкпе чӗркенӗ пулькӑсемпе тирпейлӗн пӑкӑлама тытӑнчӗ. Асту, кӗтсех тӑр… Ҫавӑнпа та: сире пурӑнма май пани — этеме юратни пулать, тесшӗн-и? Пӗрре тата вӑл каларӗ: — Тӗрӗссипе каласан, пит йӗрӗнчӗк ҫынсем ҫав пирӗн хуҫасем, йӗрӗнчӗксем… — терӗ. Йӗкехӳресене йӑпатӑп, сирӗнпе ҫеҫ хирӗҫсе каяс марччӗ. — Ш-шуйттан! — пӑшӑлтатнӑ Ежов, алӑк ҫинелле айваннӑн пӑхса. Юхӑма урлӑрах пыракан кимӗ пӗчӗкленнӗҫемӗн пӗчӗкленсе пычӗ, сасӑсем аран-аран илтӗнчӗҫ, вара юлашкинчен куҫ умӗнчех вӗсем леш ҫыран хӗррине, хӑйсен лашисем тӑракан вырӑна, пырса чарӑнчӗҫ. Инкек ҫине синкек: тупӑнатех, пире пӑрлӑ хум килсе ҫапрӗ те ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен ислентерсе ячӗ. — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр эсир? — майӗпен ыйтрӗ Пӑван. Вӗсенчен темиҫе пинӗшӗ кӑна ҫӗр ҫине метеорит пек анса ҫитеҫҫӗ. Ачине лӑплантарса мӗскӗн хӗрарӑм хӑранипе чӗтренӗ. Малти пӳлӗмре эпӗ кӗтмен ҫӗртен аттене тӗл пултӑм, вӑл вӗттӗн-вӗттӗн пусса экипаж ҫине ларма васкаса утать. Анчах ҫак апат тикӗс мар вырӑнсенче ҫӳресе ҫавӑн чухлӗ вӑй пӗтернӗ ҫынсене ҫителӗклӗ пулмарӗ. Вилӗм валли чӗрӗ чунсем ҫуратмалла та ҫитӗнтермелле, пытармалла, унтан каллех — хавха, амӑшӗн терт-асапӗ. Анчах часах манӑн ҫавна пӑрахмалла пулчӗ, мӗншӗн тесен:«Вунҫич ҫулхи хӗре Мӗнле калпак юрамӗ!»текен йӗркесем хӗрсем ҫинчен ирсӗр халлап пуҫлаттарса ячӗҫ, — ҫакӑ мана пит шутсӑрах кӳрентерчӗ те эпӗ Ермохин салтака пуҫӗнчен кастрюльпе яра патӑм. Унӑн икӗ ача. Эс ан ҫулӑх ӑна, — йӑлӑннӑ сасӑпа каларӗ Смион Хаджи. — Пӗтӗм Бяла Черквара та ӑна тытӑнмалли вырӑн тупӑнмасть-ши вара? Графшӑн тесен тупӑнма пултараймасть. Лось реостатсене вӗҫне ҫитичченех пӑрса лартрӗ. Эпир сирӗнпе, шӑллӑм господин, вӑрҫӑра ҫапӑҫатпӑр. Кама мӗнле — пӗлместӗп, анчах манӑн кунта нумайлӑха чарӑнса тӑма вӑхӑт ҫук. — Атя, пуҫтарар ҫаксене… Ҫамки ҫине усӑна-усӑна анакан ҫӳҫ пайӑркисене аяккалла сире-сире, темскер ҫырать. — А, мистер Стумп, эсир килнӗшӗн эпӗ хӗпӗртетӗп. Урнӑ пек чупса килет, тутисем ҫинче кӑпӑк вӗрет, аллинче пуртӑ… Хир тӳпине хӑпарса ҫитичченех нимӗн чӗнмесӗр ларса пычӗҫ. Огнянов ӑна ҫамкинчен чуп туса илчӗ, унтан ҫапла каласа хучӗ: — Рада, ачам, эс мана пит ырӑ ҫын терӗн те, эппин, пӗр тунмасӑр хам ҫинчен сана каласа парам, эсӗ нимӗн пирки те иккӗленместӗн-ҫке. 54-мӗш страницӑра Гевелийӑн Польшӑри Гданьск хулинче тунӑ пысӑк телескопне ӳкерсе кӑтартнӑ. Вӑл шӑп пулчӗ ту, чӳрече витӗр ҫырманалла, кивӗ япаласемпе сутӑ тӑвакансем хӑйсен лавкисене питӗрнӗ ҫӗрелле пӑхрӗ; унта тимӗр питӗркӗчсем чанкӑртататчӗҫ, тутӑхса ларнӑ тӑпсисене чӗриклеттеретчӗҫ, темле хӑмасем шатлаттарса ӳкни илтӗнетчӗ. Светлана, хирӗҫлесе, пуҫне пӑркаларӗ. Ку мел-ӑслайсене корпус командирӗ шӑпах хӑй шутласа тупса практикӑна кӗртнӗччӗ, вӗсен тӗп пӗлтерӗшӗ — строя тӗрлӗ майпа хӑвӑрттӑн ҫаврӑнтара-ҫаврӑнтара тӑратма пултарассинчеччӗ, ун пек тесессӗн вара начальниксен кирек хӑҫан та тавҫӑруллӑ, пур чухне те пуҫаруллӑ, яланах шухӑшлавлӑ пулмалла. Унӑн хура куҫӗсем тӗксӗм те питӗ кӑмӑллӑ сӑнне ҫутатса тӑнӑ. — Суятӑн. — Ку ман арӑм, ваше благородие! — асӑрхаттарать сире матрос, арӑмӗ темӗн те пӗр калаҫнӑшӑн сирӗнтен каҫару ыйтнӑ майлӑрах сасӑпа. — Эпӗ вӑт — сахал ӑнланатӑп, — юри чӑкӑлташнӑ пек каласа хучӗ Петр. Шпорсемпе ҫемҫен те яланчӑклӑн чӑнкӑртатса, Федоровскйй ҫимеллисем уйрӑммӑн хатӗрлесе хунӑ майолик сӗтел патне пычӗ, хӑйне валли эрех тултарчӗ те васкамасӑр ӗҫрӗ, ҫыртса ячӗ. Ун ҫине вӑл, офицер ҫине пӑхнӑ пекех, шӑтарас пек пӑхрӗ. Рада патне Кандов ҫӳрекелет тенӗ сас-хура ун хӑлхине унчченех кӗнӗ пулмалла ҫав, ак хальхинче ӑна Рада патӗнче ӑнсӑртран кӑна курни ун иккӗленес шухӑшне тӳрре те кӑларчӗ, хӗр ҫав иккӗленес шухӑша сирмешкӗн ӗлкӗреймерӗ те. Тупӑк хыҫҫӑн пыракан икӗ хӗрарӑмран пӗри питӗ ватӑ та шуранкка; унӑн нимӗн те хускалман сӑн-пичӗ, хуйхӑпа ҫав тери улшӑннӑскер, салхуллӑ та танлӑ пек курӑнать. — Юрӗ, эпӗ ыйтӑп! Манӑн кас-кас сехре хӑпса тухатчӗ, эпӗ хамран хам хӗн кураттӑм, эпӗ турра кӗлтӑваттӑм, ним тӑвайми пулаттӑм. Вара вӑйран чакнӑ тата чунтан хавшанӑ Остап: «Батько! ӑҫта эсӗ? илтетӗн-и эсӗ?» тесе кӑшкӑрса ячӗ. «Путсӗр эпӗ, хӑравҫӑ, ирсӗр хӑравҫӑ!» — сасартӑк шухӑшласа илчӗ тӗ вӑл, каллех хӑйне йывӑррине, хӑйне хӑй курайманнине, хӑйӗнчен хӑй йӗрӗннине туйма пуҫларӗ. Хорь ман ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Мӗн унта! Кӗнекене татах уҫкаласа пӑхрӑм, урӑх нимӗн те тупӑнмарӗ. — Кама илет? Шав, кӗмсӗртетни, шыв чӳхенсе палуба ҫине хӑпарни, хӗрарӑм сасси, ача макӑрни янӑраса кайрӗ, ҫак йӗркесӗрлӗхре матроссем ҫӳлти палуба ҫийӗпе тӳплеттерсе утни те хыттӑн шӑхӑрашни илтӗнчӗ. Ҫылӑха пытарма ҫук ӗнтӗ, амӑшӗсӗр пуҫне, хуторти карчӑксемпе хирӗҫни ӑна темшӗн яланах хаваслантарса ярать, ҫитменнине тата килентерет те. Вӑл шалалла авӑнчӑк, хӗррисемсӗр капмар тирӗк пек сарӑлса выртнӑ, — кӑвакрах-сӑрӑ тӗслӗ. Чунта ырлӑх ҫукки те этемӗн хӑйӗн ирӗкӗнчен килмест, — ӑшӑмри усала эп хам акса ӳстернӗ-им ӑна? Лятьевский лӑпкӑн, васкамасӑр кравать ҫине выртрӗ те икӗ аллине те пуҫӗ хыҫне тытрӗ. Темӗскере пӗлтерчӗ ун пит-куҫӗ: те хӗрхеннине, те хавасланнине. Мӗн ӗҫпе пурӑнать вӑл? Унтан чарӑнчӗ, пичӗ те унӑн темле… Анчах эпир унта ӳсентӑрансем пачах та ҫук теме пултараймастпӑр. Вӑл ӳпке чирӗпе чирлекен Болхов мещен патӗнче, эпӗ час-часах кӗрсе выртакан чарӑну ҫурчӗн хуҫи патӗнче пурӑнать. Итле-ха! Пурне те хӑв туса пырсан, начар командир пулатӑн. — Эсӗ мана кӗтмен-и? — калаҫма пуҫларӗ Елена, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса. (Вӑл пусма картлашкисем тӑрӑх хӑвӑрттӑн чупса хӑпарнӑ.) Вӑл ку ҫуртра пысӑк хуҫах мар, ҫак сӑран пек кӑна, — терӗ вӑл, сӑран татӑкне урайне ҫилӗллӗн вӑркӑнтарса. Сасӑ ман патӑма пырса ҫитсенех, эпӗ хам ята тӗпӗр хут калӑп, вара эсир хӑвӑр пата ман сасӑ хӑш ҫекундра ҫитнине паллӑ туса хурӑр… — Мӗншӗн ҫӳремелле ун? — терӗ Пантелей. Э-эх! — тӗре старик. Тыткӑна илнӗ республиканецсен аллисене касса кӗрекен ҫивӗч сӑнчӑрсем тӑхӑнтарнӑ. — Пуҫу ыратмасть-и сан? — ӑшшӑн ыйтнӑ Саша, ӑна куҫран сӑнаса пӑхса. Нимӗҫсен самолёчӗсем хӗвел ҫуттинче караппӑл ҫуначӗ пек кӑвакрах сарӑ тӗслӗ ҫуначӗсене ялкӑштарса, кӗрхи пӗлӗт айӗпе хӗвелтухӑҫнелле каяҫҫӗ; вӗсем уласа ҫулсем тӗлнелле ыткӑнаҫҫӗ, ҫӗр хыттӑн ахлата-ахлата илет те унтан вара сапаланчӑк хура тӗтӗм пайӑркисем сирпӗне-сирпӗне хӑпараҫҫӗ. Юланутсем каллех малалла кайрӗҫ, хӑшӗ-пӗрисем каллӗ-маллӗ те шухӑшлакаларӗҫ. Вӑл тата хытӑрах кӑшкӑрчӗ: — Пин ҫула ҫамрӑклантӑм. Устин тепӗр хут кулма хӑтланчӗ, анчах питне ҫеҫ пӗркелентерсе илчӗ те аллине сулчӗ: — Санӑн, Давыдов юлташ, пирӗн Любишкина курасчӗ унта, кулнипе чыхӑнсах ларнӑ пулӑттӑн: пирӗн тавра чупать, йыт аҫи хӳме урлӑ сиксе каҫма хатӗрленнӗ чухнехи пек, лӑпчӑна-лӑпчӑна ларать, усал сасӑпа ҫапла кӑшкӑрать: «Таткаланса пӗтиччен кӳпкӗр вӗсене, ачасем! Пурте пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ: эпир Титока раскулачить тунӑ чухне Титок Давыдов юлташ ҫине сӑнӑпа пырса тапӑнчӗ. Пӑх-ха эс ӑна, ха ӑҫта ӳксе ҫурӑлчӗ вӑл эсреллӗ пуҫӗ шӑп пирӗн пӳрт тӗлне, слободкӑна ӳкрӗ. Сан куҫусем тухатса лартаҫҫӗ мана… Эпӗ хама герой вырӑнне шутланӑ тени пурпӗрех ытлашши пулнӑ пулӗччӗ. Спицын, ним пулман пек ларакан учитель ҫине чун-хавалӗпе сехӗрленсе пӑхса, ӑсран тухнӑ пек, этем ӑнланайми чӗлхепе тем сӳпӗлтетет. Митинг таврашӗ ҫук халӗ! Сана, калӑпӑр, е сан пеккисене, эпир вырӑнтан кӑларма пултаратпӑр-и? Мӗн эсӗ ҫакӑн пек хаклӑ вӑхӑтра та сӑрнайна ӗнерсе ларатӑн? — Вара вӑрҫӑ та пуҫланчӗ. — Мӗнле пулса тӑчӗ вара ҫавӑн пек? — ыйта-ыйта пӗлме тытӑнчӗҫ. Пӑх-ха ҫавӑнталла, Флоринда. Вӑл сылтӑм урине тӑсса тенкел ҫине ларнӑ, урипе юнашар туйине хунӑ, килте лартса тунӑ тапакне мӑкӑрлантарма пуҫланӑ. — Тра-та-там, там, там! Акӑ Уйӑх пичӗн пысӑк пайӗ ҫав мӗлке айне пулчӗ те, кайран Уйӑх ҫутатма та пӑрахрӗ. Ҫулла юлташсем пӗрин хыҫҫӑн тепри канма кайса пӗтеҫҫӗ. — Эсир пӗлместӗр пуль-ҫке? Тӗрӗс калатӑн-и эс — халлӗхе эпӗ ӑна пӗлместӗп, анчах тӗрӗс мар каланӑ пек туйӑнать мана. Хӑйшӗн хаклӑ ҫыннисем мӗнле пурӑннине пӗлменни уйӑх та ҫитрӗ ӗнтӗ. Пурӑнасса — тӗлӗнмелле пурӑнатчӗҫ. Эпӗ ӑна юратман пекех, вӑл та мана юратмастчӗ, мантан мӑшкӑлатчӗ, кунне виҫшер хут хӑй аттисене тасаттаратчӗ, пулат ҫине ҫывӑрма выртнӑ чухне хӑмисене сиретчӗ те хушшисемпе суратчӗ, мана пуҫран лектерме тӑрӑшатчӗ. — Эпӗ бизон ҫурисем пек йынӑшма вӗренетӗп, ҫитӗнсе ҫитсен бизонсен кӗтӗвне тытмалли вырӑна илӗртсе килетӗп! Айта самантлӑха тухар, утӑр малтан! Мучи вӑлтине туртать, мана сӗтӗрсе кӑларасшӑн тӑрӑшать. Мартини юнашар пӳлӗме тухрӗ те алӑка уҫӑ хӑварса, вулама пуҫларӗ. Ҫав пӗччен ларакан утрав патне пӗр судно та ҫывӑха пымасть. Вандеецсен утлӑ ҫар пулман, ӑна йӗркелеме те йывӑр пулнӑ. Ҫак пӗчӗк планетӑсене ирӗксӗрех пысӑк планетӑн сапаланчӑкӗсем тесе шухӑшлама тивнӗ. Питӗ юрататӑп. — Е… тӑхта-ха… — Ох! — Камӑн ку? — Эпӗ урӑхла шухӑшлатӑп. — Сывӑ-и, Оля! — терӗ Женя, ҫӳлти картлашка ҫинче чарӑнса тӑнӑ май, йӑл кулма пикенсе. Ҫав сиенлӗ ӗҫе, шкул театрӗ тума та ырӑ ят илтесшӗн тытӑннӑ-мӗн. Ҫапах та каймаллаччӗ-ха пирӗн. Анна каланӑ пек, заседани нумая пычӗ. — Пирӗн пурне те пӗлмелле текенсем тӗрӗс калаҫҫӗ. — Ҫӗрне уйӑрса паратпӑр сире, ан пӑлханӑр, граждансем. Тахҫантанпах никам пурӑнман пӗчӗкҫеҫ пӳртре халӗ ҫутӑ пур, манӑн унта кам пурӑннине пӗлес килчӗ. — Тепӗр тесен, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Берсенев, — эпӗ малтанах каласа хурам. Пӗр чӗптӗм те ҫитмест! Бартелик — комисси йышӑннине партбюрона тӑратать. Ҫапах та юн нумай ҫухатнӑ. Петр тӳсеймест, хӑвӑрт сиксе тӑрать, унӑн сӑн-пичӗ тискер, куҫӗсенче куҫҫуль палӑрать. Эпӗ ӑна тимлӗн итлесе пыратӑп та ӗненетӗп. Кунта Давыдов сасартӑк юнашарти класра Варя Харламовӑн чӗтревлӗ ҫинҫе сасси янӑраса кайнине илтрӗ. Пӗр-пӗринпе кӑшт калаҫнӑ хыҫҫӑн юлташӗ ӑна: — Ну, тӑванӑм, ахальтен мар эсӗ портрета ҫунтарма тӑнӑччӗ. Ҫавӑн пек улпут майрипе пурӑнас пулсан, ӗмӗрлӗхех ҫӗрле пулсассӑн та пурпӗрех! — Нагульнов яштах тӳрленсе тӑчӗ. «Мӗн шуйттанӗ ҫак ухмахпа калаҫса тӑратӑп? Мӗнле те пулин священник мӑйне хӗрлӗ тутӑр ҫыхнӑ тепӗр священник ҫине кӑтартса: «Акӑ гильотина ҫинче асаплантарса вӗлернӗ ҫын чӗрӗлнӗ», тенине ӗненнӗ вӗсем. Лешӗ хӗрлӗ йӗр тума мӑйне малтанах тутӑрпа ҫыхнӑ иккен. Улӑп пек паттӑр ҫынсем, анчах… — мӗнле тӗттӗмлӗх. Кунта вӑрхӑнса ыткӑнакан шыв кимӗсем хыҫне тӑрса юлакан шыв айӗнчи чулсемпе шыв ҫийӗнчи пӗчӗкҫӗ утравсем ҫине ҫапӑнса саланать. Ҫак вырӑнта кимӗсем ӳпӗнсе каяс пулсан, вӗсем ҫинчи ҫыннисем пурте пӗтнӗ пулӗччӗҫ, мӗншӗн тесен ҫырансем ҫинчи шурлӑхсенче нимӗнрен хӑтӑлма та май ҫук. Берлина ҫитме ав мӗн чухлӗ утмалла! — О, атте, эпӗ ҫулне пӗлеттӗм. Ҫавна ан манӑр, ҫав мӗнпур суя Робинзонсем суйласа илнӗ питӗ лайӑх утравсем ҫине тухса ӳкеҫҫӗ, унта пур енчен те ырӑ тӑвакан ҫанталӑк вӗсене темскерле иртӗннӗ ача-пӑчасем туса хурать! Ман телее, карап ҫинчен апат пӗҫерекен тарнӑ иккен. Ку кун тӗтреллӗ пулчӗ. Ҫапла вара Лопуховсем часах пит лайӑх пурӑнма пуҫланӑ, малтан колхоза кӗнисемпе пуринпе те танлашнӑ. Ырӑ чӗрчун акӑ мана ҫапах та тиркемест», тесе шухӑшларӗ вӑл, унӑн чӗри вара каллех ырӑ кӑмӑллӑха туя пуҫларӗ. Манӑн тӗп ӗҫ вырӑнти чӗлхене тӑрӑшсах вӗренесси пулчӗ. — Эсир ан ҫиленӗр-ха, Лиза, эпӗ шӳт туса ҫеҫ каларӑм. Вӗсем сиккелене тӑрӑх Яковӑн вӑрттӑн шухӑшӗсене тӗшмӗртме те май килессӗн туйӑнать мана; сӑн-пичӗ унӑн яланах лӑпкӑ — хӑйӗн тивӗҫлӗхне туйнине, ҫакӑнпа пӗрлех хӑй пӑхӑнса тӑнине, урӑхла каласан: эпӗ тӗрӗс калатӑп, ҫапах та сирӗн ирӗкӗр! — тенине палӑртать. Пӗр хресчен сиксе тӑчӗ те: «Кам килет?» тесе кӑшкӑрса, пӑшал персе ячӗ. — Пӗр кулӑшла истори аса килчӗ мана, — кӑмӑллӑн та ытахаллӗн калаҫма пуҫларӗ Назанский. Джим ӑна ҫӗтӗк-ҫурӑкпа витрӗ: эпӗ ун ҫине пурпӗр пӑхмастӑп. — Ну, кӳр улӑштаратпӑр! Ӗҫсем мӗнлерех пулнине пӑхма эпӗ пуҫа люкран кӑлартӑм. Ҫав вӑхӑтра шӑпах машина самолёта пырса ҫапрӗ. Пӗррехинче, ҫӗртме уйӑхӗн варринче, каҫкӳлӗм, эпӗ Олеҫҫӑна яланхи йӑлапа вӑрманти тӑвӑр сукмакӑн кукӑрӗнче, ҫеҫке ҫурнӑ катӑркас тӑмӗсем хушшинче кӗтеттӗм. Кӳршӗсеннипе танлаштарсан, вӗсен ҫурт вырӑнӗнче хӗвел те ытларах пулни ҫинчен шантарса тупа тӑвать вӑл; апла пулсан, улма-ҫырлапа пахча-ҫимӗҫ тутлӑрах пулмалла. Сасси те ҫӗтнӗ ҫак вилес патне ҫитнӗ ҫынсен, Ливингстон каланӑ пек, «хура йывӑҫ шӑмми-шаккисен» сӑнӗ-пуҫӗ тискер кайӑкӑн чунне те ҫемҫетсе ямалла. Тӗрме патӗнчен иртнӗ чухне Егорушка шурӑ чул хӳме хӗррипе лӑпкӑн ҫӳрекен хуралҫӑ салтаксем ҫине, решеткеллӗ пӗчӗк чӳречесемпе тӗрме ҫурчӗн тӑрринче ялтӑртатакан хӗрес ҫине пӑхрӗ те эрне каялла, казански турӑ амӑш кунӗнче, амӑшӗпе пӗрле тӗрме чиркӗвне престол уявне кайнине аса илчӗ; тата кӑшт маларах, мункун эрнинче, тӗрмене вӑл Людмила кухаркӑпа тата Денискӑпа пӗрле кулачӑ, ҫӑмарта, кукӑль, ӑшаланӑ ӗне какайӗ илсе килнӗччӗ; тӗрмере ларакан ҫынсем вӗсене сӑхсӑха-сӑхсӑха тав тунӑччӗ, пӗри вара Егорушкӑна тӑхланран хӑй ӑсталанӑ ҫанӑ тӳми парнеленӗччӗ. Автоматне хырӑмӗ тӗлне тытса, вӑл унӑн спускне пусрӗ, — пульӑсем Андрее лекмерӗҫ, аякран вӗҫсе иртрӗҫ. Вырӑссен чутламан чӗрӗ совеҫӗ тивлетлӗ сӑмахсем калать! Яковпа пӗрле киле таврӑннӑ чух, ашшӗ унран:— Мӗн ҫинчен тавлашнине ӑнланатӑн-и? — тесе ыйтнӑ. — О, эпӗ питӗ ӑслӑ! Ҫутҫанталӑк ҫапла тунӑ ӗнтӗ: ҫак хӗрлӗ шывра ишнӗ чух кит ҫӑварне карса ҫеҫ пытӑр — апат хатӗр. Тӳремлӗх пуш-пушӑ, салху, — чӗрере хӗсӗнет. Ку вара самаях пысӑк инкек. Вӑрансан, лайӑх каннине, вӑй кӗнине туйса илчӗ. — Эпӗ тӗрӗссипе каласан, юриех сана кӗтсе тӑтӑм: ӗнтӗ ӑна каймашкӑн вӑхӑт, тетӗп». Хутса ӑшӑтнӑ пӑчӑ кухньӑна кӗчӗҫ. Нумаях та пулмасть вӗт-ха, — шухӑшларӗ вӑл, — ҫак Батришев хамӑрпа пӗрле ӗҫсе-ҫини, эрни-эрнипе килте ҫӗлетнӗ ситца кӗпе тӑхӑнса ҫӳретчӗ, пӗрмай битки те вареник ҫиетчӗ, хӑй патне вара никама та чӗнместчӗ. Кунта, йӗкӗт, ӗҫӗ укҫара мар… — Мӗнре вара? Давыдов ҫамрӑк ҫын пекех шавлӑн кулнине пула Шалый та уҫӑлса кайрӗ. Вӑрманта шурлӑхлӑ вырӑнсем тӗл пулма пуҫларӗҫ. Мӗнле куҫла пӑхать вӑл Николай Антоныч ҫине, Катя ҫине? Мӗнле те пулин хитре хӗрарӑм ҫине пӑхма пуҫласан, манӑн эрех кӳпсе тултарнӑ чухнехи пек хӑсас килет. Ҫапах та хӑй хыҫҫӑн арҫынсем нумайӑн ҫӳренине юратать Солоха, ҫавӑнпа та килӗнче сайра хутра ҫеҫ пӗччен ларать; анчах, апла пулин те, ҫак каҫа вӑл пӗчченех ирттерме шут тытрӗ, мӗншӗн тесен ялти чаплӑ ҫынсене дьяк пурне те хӑй патне пӑтӑ ҫиме хӑнана чӗннӗ. Эпир пӗр-пӗрне ӑнланма пултарайманнине пӗлсен, король мана хӑйӗн ҫуртӗнчи канмалли пӗр пӳлӗме илсе кайма хушрӗ, мана валли вӑл икӗ тарҫӑ пачӗ. Хӑйӗнчен малтан пулнӑ корольсемпе танлаштарсан, ку монарх ют ҫӗршыв ҫыннисене питӗ тараватлӑ йышӑннипе уйрӑлса тӑрать. Ҫавӑн пек записка илсессӗн, офицерсем ӑна пурте пӗрле вулаҫҫӗ, хӗрарӑмӗнчен кулаҫҫӗ те пӗрлех шутласа ун патне пӗр-пӗр офицере ячӗпе ҫыру ҫыраҫҫӗ. Тухтӑр патӗнче Ку ҫурта тупма йывӑрах пулмарӗ, мӗншӗн тесен пӗтӗм урамӗпе те пӗр ҫурт ҫеҫ ларать, ытти ҫурчӗсем вара Заполярье строителӗсен ӑсӗнче ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ. Унтан вӑл ачана, ӑс паракан ашшӗ пек, ятлама пикеннӗ: — Намӑс-с! — Паян дневальнӑйра кам тӑрать? — ыйтрӗ Разметнов. Пуҫне ҫӑлтӑрсен кӑшӑлӗ ункӑланӑ, ҫак кӑшӑл ҫамки ҫийӗн ҫинҫе параболӑна куҫать; ун ӑшӗнче — икӗ шарик: рубин тӗсли тата тӑмран тунӑ хӗрлӗ кирпӗч тӗслӗскер. Горева йӗркеллӗн малалла каласа кӑтартма пуҫларӗ. — Пирӗн телее, ку хуласенче кӑна ҫавӑн пек. Ну, хӑвӑртрах! — Йытӑ вӗрет пулас! — кӑшкӑрса ячӗ Дик Сэнд. Атанаси хаджи «Херувимскине» юрласа пӗтеретчӗ ӗнтӗ, кӗл тӑвас вӑхӑт иртсе пыратчӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ Аламо ҫумне кайма кирлӗ тесе шутлатӑп. Чикагоран килнӗ пӗр йӗкӗт шуйттан куртӑм, тесе шантарать; лешӗ ҫӑмламас хӑрушӑ пуҫне шурлӑхран кӑларнӑ та хыттӑн ахӑрса янӑ, йӗкӗчӗ аран тарса хӑтӑлнӑ пулать. «Каласа пар-ха, тӑванӑм, хӑвна Дубровский епле ҫаратнине тата ҫакса вӗлерме тӑнине», — тет. Кивелсе ҫитнӗ сепаратор пекки пур ӗнтӗ, пӗр пус тӗшне те тӑманскер, ҫуркунне суса илекен сӗте те уйӑрса ӗлкӗреймест вӑл, ҫавӑ кӑна. — Эпӗ сан хыҫҫӑн каяс текеннисем татах тупӑнасси тӗлӗшпе пӗрре те иккӗленместӗп, Том, — терӗ судья, — анчах эпир вӗсене май тупрӑмӑр. Яков карлӑк патне пычӗ те сӗнсе каларӗ: — Пар мана ытлашшипе, эпӗ картла вылятӑп! — терӗ. Малта нимех те курӑнмасть, эпӗ ҫулсӑр-мӗнсӗр тӳрӗрен утрӑм, чӗрӗк миля кайсан, куҫ сӗмӗпе пӗр авалхи пысӑк йывӑҫ ҫурт тӗлне пырса тухрӑм. Урайӗнче ҫывӑрнӑ пирки ӗнси ҫине икӗ пысӑк ҫӑпан тухса ларнӑ. Пуринчен ытла, паллах, хресчен, — мужик таврашӗ ҫӗре витӗнтерсех лартнӑ, калӑпӑр, кӗрхи ҫулҫӑна витнӗ пек. Валька темле ҫӗленсем туянма укҫа пуҫтарнине пӗлетӗп-ха эпӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫапла калани чӑрсӑртарах пулчӗ пулӗ. — Сирӗн пӳлӗм чердак ҫинче пулать, — терӗ вӑл. — Е тата акӑ, кӗрхи ҫӗртме пуссинче епле юр тытса хӑвармалла-ха? Унӑн ҫийӗ пӗтӗмӗшпех вылямалли кусна шӑмми пысӑкӑш йывӑҫ татӑкӗсенчен тӑрать, вӑл татӑксенчен пӗрисем пысӑкрах, теприсем пӗчӗкрех. Мана лекер тесе калаҫҫӗ… Анчах ку ӗҫ тата ытларах Марья Кириловнӑна тӗлӗнтерчӗ. — Мӗн пулнӑ ӑна? — ыйтрӗ тӗлӗннӗ Аркашка. — Хӗлле сысна лӑпкӑ пулать, — асӑрхаттарчӗ Помялов. Правлени ирӗк пӑчӗ-и?… — Хӑвӑн… аннӳне те… пӗлместӗн-и? Ватӑ Том Дик шухӑшне тавҫӑрчӗ пулас — вӑл хӑй юлташӗсене темскер каларӗ те, лешсем куҫ сиктерми Дик еннелле пӑха пуҫларӗҫ. Вара ҫавӑнтах йӑл кулса шухӑшларӗ: «Ӑна манӑн каламалла мар, унан та мана итлемелле мар». Ҫапла ӗнтӗ эпӗ, нумайрах сасӑпа килӗшсе, осадӑна кӗтсе хуларах тӑни аванрах та, шиксӗртерех те, тетӗп; тӑшман тапӑнас-тӑвас пулсассӑн — ӑна артиллерипе тата (май пулсан) хула тулашне тухса та каялла хӑваламалла. Ачасене алла илеҫҫӗ те, лешсем, ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен манса кайса, малалла ыткӑнаҫҫӗ. Пӳрнесем кӑштах чӗтретчӗҫ пулин те, эпӗ чикаркӑ чӗркерӗм, туртса ятӑм та, ҫак пысӑк шывӑн пурнӑҫне сӑнаса, ҫыран хӗрринчех пӗр вӑхӑт хушши хускалмасӑр пӑхса тӑтӑм. Хӑравҫӑсем шухӑшласа кӑларнӑ! Анчах, Корчагин ытла ҫине тӑрса ыйтнине пула, Аким хирӗҫлесех тӑраймарӗ, юлашкинчен килӗшрӗ. — Нумай-ҫке! Эпӗ командир пулнӑ эскадронра службӑра тӑнӑ эсӗ, ун чухне епле паттӑр утлӑ армеецчӗ, халӗ те ҫавӑн пекех колхозра пуринчен малта пыратӑн. — Мана ун кӗпи ҫинчи тӑвар та тӑван… Дарья Куприяновнӑн пысӑк кӑкӑрӗ кулнипе силленме тытӑнчӗ. — Мӗскӗн эсӗ! — терӗ амӑшӗ, пуҫне салхуллӑн сулкаласа. Ку сӗнӗве парасси пурӑнӑҫа кӗртессинчен ҫӑмӑлтарах. Вӗреннӗ ҫынсем ҫавӑн пек хӑнӑхаҫҫӗ пулсан, — хура халӑх ҫинчен мӗн каламалли пур? Чӑн-чӑн паянхи кун вӑл яланах малта. Эпӗ машина трюмӗ патӗнче, хам чашкӑ-тиркӗ таврашӗ ҫӑвакан сӗтел ҫинче ҫывӑрса выртаттӑм, эпӗ тем кӗрӗслетсе кисренсе кайнипе вӑранса кайсассӑн, палуба ҫинче шӑпахчӗ, машинӑра вӗри пӑс чашкӑратчӗ, мӑлатуксем час-часах шат та шат! тутаратчӗҫ. — Ҫапла шутлатӑн эппин? — сиввӗн ыйтрӗ Макҫӑм, унтан Эвелина еннелле пӑхса илчӗ. «Тӑрӑр!» илтӗнчӗ хушнӑ сасӑ. Хушса каларӗ пулин те, ӑна итлеме кӑмӑллӑ. — Эсӗ студент мар-ха, тата турӑ пӗлет, экзамен тытайӑн-и? Хатӗрленӗ апата ҫыран хӗррине шыв ҫитеймен вырӑна майлаштарса хучӗҫ. Ҫурҫӗр енче тинӗс тӗпӗнчен ту сакӑлтиллӗ утравсем ҫӗкленеҫҫӗ те тип ҫӗрпе пӗрлешеҫҫӗ: ҫапла йӗркеленеҫҫӗ Европа тӳремлӗхӗн ӗлкисем. Ӑна шыври пӑснӑ, тет. Ку Джим, илтнӗ сасӑ пулнӑ, — сквайр пенӗ сасӑ ӑна илтӗнеймен. Эпӗ ларатӑп куна. — Ахаль… — тӗксӗммӗн ответленӗ Любовь. Вӑл унчченхи пекех пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, сайра хутра ҫеҫ унӑн тӗссӗр те пӗркеленнӗ питҫӑмартийӗсем ҫинче темӗнле ӑрасна кулӑ палӑрчӗ. Мату-Аро ялӗнче пурӑнакансем виҫҫӗр ҫын шутланнӑ. Миҫе хут мана вӑл, ҫывӑраканскере, хӑй чӗрнипе таптанӑ! Алӑк патӗнчи пӳлӗмре телефон шӑнкӑртатрӗ, Вышимирский телефонпа калаҫни илтӗнчӗ: — Килчӗ вӑл, килчӗ. — Акӑ, сӑмавар вӗресе тухать те — каятӑп. Вӗсем кунта пӗр сехет маларах тухса кайнӑ хыҫҫӑн каялла хӑйсен тӑван килне таврӑннӑ пекех киле-киле кӗреҫҫӗ. Матроссем хирӗҫни Магеллана курайман Испани капитанӗсене пӑлхав хускатса яма меллӗ пулнӑ. Вӗсем ҫапла тунӑ та. — Вӑл шанса кайма пултарать-ҫке, Том мистер, туршӑн та, шӑнса каять: эпӗ нихҫанах та мӑкӑрмастӑп темелле. Мучи пӗр чарӑнмасӑр хӑрах аллипе шарманкине ҫавӑрать, ӑна чӗтренекен, ӳсӗрекен кӗвӗ калаттарать, тепӗр аллипе ача патнелле тӗрлӗ япаласем пӑрахать, ача вӗсене вӗҫсе пынӑ хушӑрах питӗ майлӑн яра-яра тытать. Скайльс пӑхсах палӑртрӗ: ҫӑмарта евӗрлӗ аппарат ҫӳллӗшӗ — сакӑр метр ҫурӑран, айккӑн виҫсен ултӑ метртан кая мар. Ӑҫтан килтӗн? Ан сулкала-ха аллупа! Пиллӗкмӗш, улттӑмӗш, ҫиччӗмӗш хут дневнике хамӑн копипе вуласа (халӗ ӗнтӗ мана вуласси тӗлӗнтермест) эпӗ капитан ҫав ҫӗре уҫнӑ пирки мӗн каланине ытларах сӑнарӑм. Ку вӑл маншӑн чи пысӑк ӗмӗт пулса тӑчӗ. «Юлашки вӑхӑтра вӑл ҫав ҫӗре (паллах, Ҫурҫӗр Ҫӗрне ӗнтӗ) тӗпчеме парти яманшӑн хӑйне хӑй ятлать». Егорушка каллех яла каяс тенӗччӗ, анчах шухӑшларӗ те, анасласа илсе, мучипе юнашар выртрӗ. Ромашов ӑна асӑрхаттару тӑвасшӑнччӗ, анчах шарламарӗ. Халь эпӗ Марья Васильевнӑна хам мӗн илтнине пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм. Калиныч ҫутҫанталӑка ҫывӑхрах тӑрать; Шурочка нихӑҫан та ӗҫсӗр тӑмасть, килӗнчи мӗнпур ҫитте, салфеткӑна, абажурпа каркаҫа пӗтӗмпех ун алли тунӑ. Дик Сэнд ҫакӑн пек йывӑр шухӑшпа асапланнӑ вӑхӑтра хӑйӗн ҫамки тӗлӗнче такам сывланине туйса илчӗ. «Кам ҫинчен-ха вӑл?» Эпӗ урӑх ҫын ҫырнӑ произведени умне хамӑн ята лартма май пуррине те усӑ куратӑп. Пӗрре силлӗпӗр — ҫынсем ҫӗртен уйрӑлӗҫ, иккӗ силлӗпӗр — татах уйрӑлӗҫ! — Эсир ман шухӑшӑмсене питӗ тӗрӗс тавҫӑрса илтӗр. Эсӗ те ҫавӑн пекех, — кам хӑвӑнтан лайӑхрах, ӑслӑрах — ҫавӑнпа туслашма тӑрӑш… Ҫавӑн пек историсем маншӑн паллӑ. — Ку вырӑнтан кайсанах, эпир ӗнтӗ текех калаҫма пултараймӑпӑр. Вӑл телейлӗ пурӑннӑ чухнехи пекех — нимӗн те улшӑнман. Сӑмах май каласан пӗр-пӗриншӗн тем тума та хатӗрри пирки Володя манашкал шухӑшламан пулас, мӗншӗн тесен вӑл калама ҫук хытӑ юрататчӗ, ҫав хӗре качча илме хатӗрленекен чӑн-чӑн дипломата е питӗнчен ҫупса ярасшӑнччӗ, е дуэле чӗнесшӗнччӗ. Маттур! — Кӗленчере документсем пурах пулсан, вӗсем йӗпеннӗ пулмалла. Бекки хӑйӗн куҫҫульне юхма, хӑйне хытӑ макӑрма ирӗк панӑ. Хӑнасене вӑл питӗ ӑшшӑн та хаваслӑн йышӑннӑ, анчах та вӗсене пилӗк таран пуҫ тайман, алхапӑлланнах ӳкмен, тӗрлӗрен типӗтнӗ е тӑварланӑ ҫимӗҫсемпе хӑналантарман. Юланучӗ пӗртте хирӗҫ тӑмасть. Эпӗ вулатӑп — хама хам та ӗненместӗп. Палӑртса… тепӗр майлӑ каласан, хӑвӑр хӑҫан пулассине ҫырса пӗлтерӗр… Пӗр-ик сехет те иртрӗ. Вӑл пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн тантӑшӗсемпе калаҫнӑ, нумайччен, пурин ҫинчен те калаҫнӑ, анчах пурте — вӑл хӑй те — ӳпкелешнӗ кӑна, пурнӑҫ мӗншӗн ҫакӑн пек йывӑр та хӗн пулнине ӑна никам та ӑнлантарса паман. Оленин патне пырсан, вӑл хӑйне ахаль казак вырӑнне йышӑнасран хӑранӑ пулас, ҫавӑнпа та хӑй кам иккенне ҫийӗнчех туйтарасшӑн пулчӗ. Блиндажсем ҫине витнӗ тӑпра куписем курӑнкалаҫҫӗ. Кунта ӗнтӗ пӗрремӗш ротӑри озеровецсем самаях хавасланнӑ пек пулчӗҫ: халь вӗсене вӑрман енчен никам та курас ҫук. Ун тавра пупӑн аслӑ хӗрӗ явӑнса ҫӳрет. Ытах та хӗрсе ташлакан пуп хӗрӗн юбки ҫӗклене-ҫӗклене каять, кашни ҫӗкленмессерен юбка айӗнчен пурҫӑн трико курӑнса, куҫӗсене чарса пӑрахнӑ арҫынсене савӑнтарса илет. Вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпере тӗттӗм ҫӗр куҫ умне тӗлӗнмелле картина тӗрлесе хунӑ. — Пысӑк… — терӗ ача тарӑн шухӑшлӑн. Тӑваттӑмӗш взвод тайлӑк чикмек ҫинче аппаланатчӗ. Анчах аманнисемпе чирлисене пурне те Сухая Поляна ҫывӑхӗнчи вӑрмана хӑварма шут тытни ҫинчен пӗлсен, вӑл юлашки вӑйне пухса, строя тӑнӑ та колоннӑпа пӗрле ялтан тухнӑ. Халӗ те ӗмӗр-ӗмӗрех этемлӗхӗн куҫӗ умӗнче эпир, ҫӗр ҫинчи чи вӑйлӑ та тӳрӗ ҫынсем пек; курӑнса тӑрӑпӑр!.. Ҫӑмӑлтарах пек-и сана? Вӑл тӑрса ларчӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Юлашкинчен, экзамен паракансен виҫҫӗмӗш ушкӑнӗнчисем, сӑмах май каласан, кусем нумай мар, — ватӑлнӑ ҫынсем, фраксемпе, чылайӑшӗ сюртуксемпе, кӗписем курӑнмаҫҫӗ. Мӗнле-ха ку? Акӑ вӗсем сылтӑм флангран тытӑнса: Солтыс, Рябошапка, Веденеев, Егоров, Ящишин… Сӑрӑ, пӗр евӗр питсем. Тулта тӗттӗмччӗ, ҫавӑнпа ӑна никам та курмарӗ! Пӗр вӑхӑт пурӑнӑҫ лӑпкӑ иртрӗ, нимӗнле паллӑ ӗҫсемех те пулмарӗҫ. — Манӑн арчана хӑвӑн урапу ҫине куҫарса ларт та хамӑн арча те; халӗ каялла кай, анчах киле васкаса ҫитме ан тӑрӑш, хулана кайса килме мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ, ҫавӑн чухлех ирттӗр; эпӗ хулана таврӑнса ҫав ҫулпах тепӗр хут ҫаврӑнса килетӗп, сан хыҫҫӑн тепӗр ҫур сехетрен тин ҫитетӗп; эсӗ асту, ху мана пӗлнине ан палӑрт. Кунсӑр пуҫне тата, кайӑк чӗпписем пире ҫумӑр пуласси ҫинчен ахаль мар систерчӗҫ пуль, паллах, пӗтӗм япалана йӗпетме кирлӗ мар. Пӗр урине теприн ҫине хурса, тусанланнӑ аттин пуҫӗ ҫине ним курман пек пӑхса, Нагульнов нумайччен чӗнмесӗр ларчӗ, вара ҫапла каларӗ: — Пӗр паллӑ марри мана паллӑ… Ҫав ҫӗлен чи усал ҫӗлен пулас пулсассӑн та, ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫаврашка хӳтлӗхӗнче сунарҫӑ тӑшман ҫине пӗр шиксӗр пӑхса выртма пултарнӑ. Ун пек хӳхӗм тумланнине пирвайхи хут куртӑм эпӗ. Акӑ, сӑмахран, мӗнле тӗлӗнмелле мӑшӑр!» — тесе шухӑшласа илчӗ те Артур, ҫав икӗ сӑн-пите курсан, кулса ярасран аран-аран чарӑнса юлчӗ. Анчах эсӗ судьясен шутӗнче пулмастӑн. Ывӑлӗ сасартӑках ҫав тери ӑслӑн курӑнни кӑштах… ют пек туйӑнчӗ пулин те — амӑшӗ ун ҫине пӑхса киле-ме хӑйне хӑй кансӗрлесрен хӑрарӗ. Миҫе хут каларӑм пулӗ эпӗ ӑна — ан хӑпар, терӗм. — Мӗн? — хӑраса, ҫав вӑхӑтрах хӑй ҫӑлӑнасса шанса ыйтрӗ Петр. Кашӑкӗсене сӗтел ҫине шӑкӑр-шакӑр хучӗҫ, пурте лав самантлӑха тип вара анса пытаннӑ тӗле тӳсеймесӗр тинкерсе пӑхрӗҫ. Анчах та Кораблев пуҫне те ҫухатрӗ, темелле. Марыся хӑмасем ҫине йӑванчӗ те, москитсем сӗрленине пӑхмасӑрах, ҫывӑрса кайрӗ. «Бородатыя, Бородатыя лартас кошевоя!» Эсӗ пӗлетӗн вӗт-ха: атте вилмесӗр авланма пултараймастӑп эпӗ… — терӗ. — Мӗнле парне? Кӗлентӗр хуранӗнче вӗрекен шыв кунӗпе, шухӑша кайнӑ пек, хурлӑхлӑн лӑкӑртататчӗ; пӗҫерекенӗн кӗреҫи пиҫнӗ нӑймака чуста татӑкӗсене вӗри кирпӗч ҫине ывӑтса, кӑмака тӗпне ҫиллес сасӑпа шӑйӑрттаратчӗ. Кун калама ҫук янкӑр, лӑпкӑ та вӗри. Ӗне вити патне ҫитрӗ те вӑл чарӑнса тӑчӗ. Унта та, чӑх витинчи пекех, чанклатнӑ сасӑ янӑраса тӑрать, рельса татӑкне кире пуканӗпе шаккаҫҫӗ, тейӗн. Эсир Лушӑпа лӑпӑртатнине никам та пӗлмест, тесе шутлатӑн пулмалла, сирӗн ҫинчен вара хуторта тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлеҫҫӗ. Вӗсем опытлӑ профессионалсем пекех кантрана вӑр-вар тыткалаҫҫӗ. Ҫитет сана ухмахланма, ҫынсем умӗнче хамӑра намӑс кӑтартма! Юрӑ вӗҫленнӗ. Кулакӑн кӗске пӑшалпа пулмалла, ун пирки хаҫатсенче те ҫапла ҫыраҫҫӗ. Ҫавсем пире колхоза йӗркелеме пур майсемпе те чӑрмантарса пычӗҫ, хирӗҫле агитаци туса ҫӳрерӗҫ, — ҫавӑнпа вӗсене шуйттан патне кӑларса ятӑмӑр та. Анчах та, пӑхсам унта, ан суй. — Апла, эсӗ, хаклӑ юлташ, слесарь иккен-ха? — Ҫавӑ, Париньере кюре пулнӑскер, — терӗ тепӗр хресченӗ. Иван Львович! Каравана илсе килнӗ салтаксем кивӗ пӑшалӗсемпе сывлӑшалла печӗҫ, анчах пӑшал сасси халӑхӑн акӑш-макӑш кӗрлевӗнче ҫӗтрӗ. Эпӗ сире тытса илнӗ ҫырӑва кӑтартрӑм, унта акӑ мӗн ҫырнӑ: «хӗрлӗ мундирсем тӑхӑннӑ ҫирӗм пинлӗ ҫар пӑлхавҫӑсем хушшине кӗрсе кайсан, ҫӗр пин ҫын пирӗн майлӑ пулса ҫӗкленет», — тенӗ. Сӑрт тавра ҫавӑрӑнакан сукмакпа чылаях кайнӑ хыҫҫӑн, Гленарванпа унӑн юлташӗсем, юлашкинчен, форта кӗчӗҫ. — Эпӗ халӗ сан пекех пысӑк. — Турӑ кӑна пӗлет! Ку чухне, Фома, этем тытса тӑвакан кашни ӗҫӗн икӗ пит. Капитан Грант тупӑнасси енӗпе те халӗ никам та иккӗленсе тӑмасть. Эленпа Мэри те хӑйсем пилӗкшер миль талӑкра тӑвасси ҫинчен шантарсах каларӗҫ. Ҫӗр варрине кӗрсе каймалли ҫул тупӑнсан, телейсӗр Сакнуссем тӗрӗс каланӑ пулсан, пирӗн вара вулкан хӑвӑлӗ ӑшӗнче ҫухалмалла пулать. Унтан мӗн кӗтмелли пур-ха? Мана тӑвӑр кунта, Италие каяс килет, — малалла калаҫрӗ Шубин: — унта хӗвел, унта илем… — Ҫӗпӗртен-и? Эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, ҫав шӑтӑкӑн диаметрӗ ҫӗр фут, шӑтӑкӗ йӗри-тавра виҫҫӗр фут ытларах пулмалла. Тем мар… хамӑр шухӑш ҫеҫ… ахальскер… «Тупата туршӑн питренех куртӑм! ҫав тери маттур ҫap-ҫынни! пуринчен те чаплӑ. Ҫӑра чӗриклетрӗ; алӑк уҫӑлчӗ, ҫулӑм курӑнса кайрӗ. Аса килет, ҫав нимсӗр, пушӑ кунсенче ӗнтӗ пӗр темле вӑрттӑнла япала пулчӗ: пӗрре каҫхине, пурте ҫывӑрма выртнӑ чухне, сасартӑк собор чанӗн сасси янӑраса карӗ, вӑл килте пурне те тӑруках хускатса ячӗ, ҫурри тумланнӑ ҫынсем пӗр-пӗринчен:— Пушар-и? — Халлӗхе виконт. Акӑ вӗсем — Джиованнин малтанхи ҫырӑвӗ, вилсен унӑн аллинче пулнӑ чечек, вилнӗ ачин ҫӳҫ пайӑрки, ашшӗ тӑпри ҫинчи шаннӑ йывӑҫ ҫулҫи. Икӗ кулак ҫурчӗ пушӑ ларать пирӗн; сӗт, ҫӑкӑр, какай, кӗрпе-ҫарма тата ытти те колхозра пур, факт! Анчах, Гаврила намӑслӑн йӑлӑнса пӑшӑлтатни чӑрмантарнипе, ҫапма ӗлкӗреймерӗ. Пӗррехинче, Никитӑпа пӗрле вӑрмантан таврӑннӑ чухне, Вялов сасартӑк ҫапла калаҫма тытӑнчӗ: — Эсӗ типнӗҫем типсе хӑрса пыратӑн. Страуспа пекарин тирӗсене ҫавӑнтах сӳсе пӑрахрӗҫ те какайсене ҫӳхен касса вакларӗҫ. Пӗр айӑпсӑр ача Пидорка сӑмахӗсене пӑшӑлтатса каласа панине Петруҫ шак хытса, вырӑнтан хускалмасӑр итлесе ларать. — Пӗви тарӑн мар, — тесе асӑрхаттарчӗ Сучок, темӗнле, ыйхӑран вӑраннӑ хыҫҫӑнхи пек калаҫаканскер: — тӗпӗнче шапа лӗккипе курӑк тулса ларнӑ, пӗви вӑл хӑй те пӗтӗмпех курӑкпа хупланса ларнӑ. Вӑхӑт каҫ енне сулӑннӑ, кӑнтӑрла иртсе сакӑр сехет пулнӑ ӗнтӗ. Вӑл, кашни кунах Еленӑна курса, чир мӗнле улшӑнса пыни ҫинчен — пӗр чух сӑмахпа, тепӗр чух ҫырупа — пӗлтерсе тӑчӗ. Увар Иванович табак тӗслӗ шалпар сюртук тӑхӑнса ҫӳрет, мӑйне шурӑ тутӑр ҫыхать, час-час тата нумай ӗҫсе ҫиет, аптраса ӳкнӗ йывӑр вӑхӑтсенче, тепӗр майлӑ каласан, хӑйӗн мӗнле те пулин шухӑшне каласа пӗлтересси килсен, вӑл кашнинчех сылтӑм аллинчи пӳрнисене — малтан пуҫ пӳрнинчен пуҫласа кача пӳрни патне ҫити, унтан кача пӳрнинчен пуҫласа пуҫ пӳрни патне ҫити, — хӑвӑрттӑн сывлӑшра ҫавӑркаласа илет те аран-аран: «кирлӗччӗ… мӗнле те пулсан… ара…» тесе мӑкӑртатать. — Халӗ эпӗ сана пӗр япала кӑтартатӑп, — терӗ Том шӑппӑн. — Акӑ, сударь, — терӗ вӑл мана. Ҫырнӑ хут листи тыттарчӗ те: — пӑх-ха, кур акӑ, хам улпутӑм ҫинчен элек парса тӑракан ҫын-и эпӗ, ывӑлӗпе ашшӗне хирӗҫтерме тӑрӑшатӑп-и, — терӗ. Мими пӳлӗмӗ урлӑ каҫсан, атте ҫывӑрмалли пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те, эпир шала кӗтӗмӗр. Тыткӑнран тарнӑ ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ йывӑҫ тӑлӑсемпе сӑнчӑрсене тупнипе, унтан арӑслан хартлатнине илтнипе американец вӗсем патӗнчен сасартӑк ҫухалчӗ вӗт. Пӗрремӗшӗнчен, сӑнран вӑл начар пулман. Эсир ун ятне илтӗр. Ирӗкре ҫитӗнекен тӗме вырӑнӗнче кунта тин ҫеҫ тасатнӑ лаптӑка хупӑрласа илнӗ чӗрӗ йывӑҫсен карти тӑсӑлса каять. Йывӑҫ тӑррисем шӑнса хытнӑ, кӑвакрах тӗслӗ тӗтӗмпе тӗтре витӗр шурӑ вулӑллӑ хурӑнсемпе юнашарах ылтӑн хыр вуллисем палӑраҫҫӗ, унта та кунта тӗксӗм чӑрӑш тӑррисем виҫкӗтеслӗн шӗвӗрӗлсе курӑнаҫҫӗ. Армянин хӑйӗн хаклӑ тутӑрӗсене ҫакса тултарнӑ. Унтан тӳрккесле кулӑ, хивре сӑмахсемпе ахӑлтатуллӑ ятлаҫусем сирпӗнме тытӑннӑ, каярах уйрӑм кӑшкӑрашусем хӗрарӑмсен пӗтӗмӗшле вичкӗн шӑй-шайӗпе хутӑшса пӗрлешнӗ, кам мӗн каланине те уйӑрма пулман, ку вара ахаль те аташса кайнӑ эшкерӗн нервине пушшех вӑйлӑн пӗтӗрттерсе янӑ. Анчах ҫав ҫапӑҫура эпӗ хама пур енчен те тӗрӗслерӗм, манӑн аманнӑ ура та хӑйне питӗ чипер тыткаларӗ. — Нумай… ҫук, ытла нумаях мар; анчах та ҫав тери аван мар. — Тавтапуҫ, Лена. — Пӗлӗт ҫинчи кайӑксем пек, — терӗ вӑл мана пӳлсе, кулкаласа. Эсир урок ирттернӗ вӑхӑтра мана кунта юлма юрать-и? Тапӑнакансем хӳтӗленекенсен вӑрттӑнлӑхне, вӗсен пемелли зарядсем ҫукпа пӗрех иккӗшӗ, тар та пӗтнипе пӗрех иккенне пӗлмен. Виҫҫӗмӗш хут хӳтӗленекенсемшӗн юлашки тӗрек, ҫавӑнпа вӗсем пусма картлашкисем айне мина хурса хӑварнӑ тесе те шутлама пулать. Прерире хӑҫан та пулин пулнӑ кирек мӗнле ухмах та ҫав суя команчасен каялли йӗрӗсене тупма пултарнӑ пулӗччӗ. Ах, турӑҫӑм-турӑ, ҫакнашкал минутра эпӗ сан умӑнта суйса тӑрассӑм ҫук. Паллах, вӑл пулма пултарас ҫук. — Кӗнекесем пулма кирлӗ. Хӑй ҫурма роти умӗнчи вӑта ҫӗре ҫӑмӑл та ҫивӗч утӑмпа Ромашов ярӑнса тухать. «Кристалра ӑс-тӑн лӑпкӑран та лӑпкӑлӑхра упранать. Часах какӑрпа кӑшкӑртни илтӗнсе кайрӗ. Аслӑ Карл йыхравҫисем графа маврсемпе ҫапӑҫма чӗнме кӗрсе тӑчӗҫ. Ун чухне ывӑлӗ хавас, качака путекки пек ҫивӗч пулнӑ. — Мӗн калама пултартӑр вӑл ман ҫинчен? Саншӑн йӗме пултарнӑ пекех, маншӑн та анне макӑрнӑ. Алексей шухӑшласа выртрӗ. Камышинра пылчӑкпа епресе кайнӑ тротуарсем ҫуммипе, урама сарнӑ йӑлтӑртатакан чулсем тӑрӑх пӑтранчӑк шывсем юхаҫҫӗ, ӑшӑнса ирӗлнӗ ҫӗр шӑрши, нӳрлӗхпе лаша тислӗке шӑрши кӗрет. Вӑрман нумай… Эпӗ хута кӗнипе ҫеҫ вӑл хӑваласа ярасран ҫӑлӑнса юлчӗ. Пуринчен ытла агентсем каравана ӑҫти пасара илсе кайнине пӗлес пулать. — Вилӗ хула, — ҫаврӑнчӗ ун енне капитан, ҫӗнӗрен уҫнӑ гаване курнӑ пек ҫырана пӑхса сӑнаканскер; вара аллине сулчӗ. Понтски паттӑр полкра мӗнпурӗ те пилӗкҫӗр кӑна тӑрса юлнӑ. Пӗлетӗн ӗнтӗ — ирӗ ҫав тери ырӑ, кӑшт сивӗрех, а эсӗ хӑлхасене чӑнк! тӑратса ларатӑн, унтан сасартӑк карӑк е ӑсан: «гл, гл, гл…», ҫунаттисем — шӑй, шӑй, шӑй! тӑваҫҫӗ. — Эсир те улшӑннӑ, — тет лешӗ, ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхкаласа, вӑрттӑн тӑрӑхланине лешӗ тавҫӑрса та илеймест. Амӑшӗ чӑтма ҫук пӑшӑрханать, ӑна ватӑ Нэна та тыттармасть. Анчах вӑл идейӑсем мана эпӗ вӗсемпе пирвайхи хут паллашнӑ чухнехи пек тӗлӗнтерместчӗҫ. — Кил кунта… Чӳрече патне чупса ҫитнӗ Рене-Жан сасартӑк амбразура кӗтессине пытанса тӑчӗ. — Кайран хӑҫан, мистер Стумп? — Мӗн пулса тӑрӗ вара вӗсем сана ҫакӑнта пӗчченех курсан? Анчах ют ҫӗр ҫынни нимӗскер те сисеймен ҫӗрте индеецӑн туйӑмӗ хӑрушлӑх ҫывхарса килни ҫинчен каласа парать. Юлташӗ килӗшӳсӗртерех шӳт туни те, простынь ҫинче хутланчӑк пулни те, ватӑ сиделка аллинчен ӑнсӑртран щетка ӳкни те ӑна ҫав тери тарӑхтарса янӑ, ӑшчикӗ вӑркама тытӑннине вӑл аран-аран пусӑрӑнтарнӑ. Тӗксӗм-кӑвак пӗлӗт кӑштах хӗрелчӗ; пӗр тӗлте ҫутӑрах лаптӑк палӑрчӗ, вӑл кивелнӗ пустав ҫинчи ҫупа вараланнипе ҫутӑлса тӑракан лаптӑка аса илтерчӗ. Халех Мартини килет. Ханкӑр кӳлли ҫийӗнчи курпун кӗперпе пӑс пӗлӗчӗ витӗр ыткӑна-ыткӑна чупса каҫсан Лось, унчченхи пекех, лутра колоннӑсен леш енче тусен уйӑх ҫутинчи ӗлкисене курать. Марссӑр пуҫне — ытти планета ҫинче пурнӑҫ пуррине тупса палӑртман… Эпӗ ҫӗклентӗм те чӳрече витӗр пӑхрӑм: чӳрече умӗнчен такам тепӗр хут чупса иртрӗ те таҫта кӗрсе ҫухалчӗ. Ҫук, ан ҫилленӗр! — Ку ман шухӑш ҫеҫ. Татах чӗнмест. Вӑл мана епле иртсе кӗмеллине кӑтартрӗ, — йӑтӑнса аннӑ ҫӗртен пӗр тӑвӑр хӑма тӑрӑх кӗмелле иккен, — кӑштах вӑхӑт иртсен эпӗ ун амӑшӗпе сӑмахла пуҫларӑм, ӗшеннӗ карчӑк вӑл, куҫӗ пиҫсе хӗрелнӗ, малтанхи сӑмахранах вӑл тутар иккенне уйӑрса илтӗм. Эпӗ час-часах еху текен сӑмаха илтрӗм, ҫак сӑмаха икӗ лаши те темиҫе хутчен каларӗҫ. Мӗне пӗлтерет-ха ку?.. Ҫапла майпа вара Галлей кометӑсем паллӑ тапхӑрпа ҫаврӑннине чи малтан кӑтартса панӑ. Ун хыҫҫӑн тинех кометӑсем те Хӗвел системин членӗсем иккенне тӗрӗс пӗлнӗ. Вӑл аллисемпе, пуҫӗпе, куҫӗсемпе, куҫ айӗнчи мӑкӑлӗпе юрларӗ, чунне ыраттарса та мӗнпур вӑйне хурса юрларӗ, анчах, пӗр нота та пулин кӑларасчӗ тесе, кӑкӑрне мӗн чухлӗ вӑйлӑрах карӑнтарчӗ, сывлӑшӗ унӑн ҫавӑн чухлӗ ытларах пӳлӗнсе пычӗ… — Ҫын мӗн чухлӗ аяларах тӑрать, вӑл пурӑнӑҫӑн чӑнлӑхӗ патне, тата унӑн таса ӑслӑлӑхӗ патне те ҫавӑн чухлӗ ҫывӑхарах… — тет вӑл. Эпир вара иксӗмӗр те тӗрле еннелле чупса кайрӑмӑр. Анчах та хӑйӗн юлташӗсем — вӗсемпе пӗрлех хӑвӑрт тӳрленсе пыракан Кукушкин та — ҫав ҫапӑҫусене хутшӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшлани, хӑйӗн ӗнтӗ тылрах пурӑнмалла пуласси ҫинчен, халь тин ҫакна нимӗнпе те тӳрлетме ҫукки ҫинчен шухӑшлани ун чӗрине ҫав тери ыраттарчӗ, ҫав тери кӳрентерчӗ, ҫавӑнпа та Комиссар хаҫатсем вуланӑ чух е вӑрҫӑ ҫинчен калаҫу пуҫлансан, Алексей, курас та, илтес те мар тесе, одеялӗпе пуҫӗ ҫинченех витӗнсе, питҫӑмартине минтер тӑрӑх шутаркалама тытӑнчӗ. — Чӑтса тӑраймарӑн иккен, Опанас Иваныч, лекци туса патӑн-патӑнах? — сӑмах хушрӗ Зайцев. Анчах паян — урӑх вӑхӑт: сӑвӑҫсене тӑманлӑ ҫул мар, ҫӑлтӑрсем мар, пӗлӗт леш енчи ҫӗр-шывсем мар, урӑххи хӑпартлантарать те ҫӗклентерет: пӗтӗм ҫӗр-шывӗпе мӑлатук тӳнклеттерни, пӑчкӑ чӑшлатни, ҫурла чӑшӑлтатни, ҫава шӑхӑрни, — ҫӗр ҫинчи хаваслӑ юрӑ-кӗвӗ. Тачки сӗтел патне пычӗ, ларчӗ, кӗнекине уҫрӗ, счет илчӗ те шӑрҫисене сылтӑм аллин шӗвӗр пӳрнипе мар, ятсӑр пӳрнипе куҫарса выляма тытӑнчӗ: ятсӑр пӳрнепе куҫарни вӑл илемлӗрех вӗт. — Куҫӑмран сур мана. Тепӗр ҫӗрте хӗвел ӳкнӗрен стенан штукатурка тунӑ ҫӳлти пайӗ куҫа шартармаллах шап-шуррӑн курӑнать. Вӗсем яланах кӗвӗҫме тата ӗмӗте татма юратаҫҫӗ. Пуринчен ытларах вӗсем ҫамрӑк ҫынсен лайӑх мар енӗсемпе ваттисен вилӗмне кӗвӗҫеҫҫӗ. — Улпут чихирь илме хушрӗ; ярса парсамӑрччӗ, ырӑ ҫынсем. Мартини хӑвӑрт ҫаврӑнса пӑхрӗ. Лось та, Аэлита та ӑна илтмеҫҫӗ. Тӳлеврен хӑйӗн пайне кӗтекен Алвиш тыткӑнрисене сывӑ та тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерме тӑрӑшӗ. Алли-луйя, аллилуйя, мухтав турра!) Малалла та ҫаплах. Тинкерсе пӑхса илчӗ вилнӗ шӑлнӗн куҫӗсенчен Остап. Ромашевич, юрататӑп, тӑванӑм, эпӗ сана! — О, фактсем тесен… — тесе майор шанмасӑртарах пуҫне силлерӗ. Юрату ӑна ҫавраҫил пекех хӑвӑрт ҫавӑрса илчӗ. — Килмӗн эпӗ, кунта пурӑнатӑп. — Ҫук, эпир вӗсемшӗн пурӑнма пуҫлатпӑр! — тесе ячӗ ҫамрӑк хӗрача, тӑван шӑлнӗне вӗҫӗ-хӗррисӗр чуптуса. Грант капитанӑн ачисем каҫ тӗттӗмӗ хупӑрласа тӑракан тинӗс ҫине таҫта аякка шанӑҫ кӗтекен куҫӗсемпе пӑхма пуҫларӗҫ. — Мӗншӗн-ха апла шухӑшлатӑр эсир, Фридрих Крестьянович, мӗншӗн-ха эсир ӑна та ҫавӑн пек ҫынах тесшӗн вара? — калаҫӑва хутшӑнчӗ Черновицкий. Вӑл офицер сире — паллах ӗнтӗ, эсир унран ыйтса пӗлме тытӑнсан, — 5-мӗш числара бомбӑсем пӑрахни ҫинчен, унӑн батарейӗнче пӗр тупӑ ҫеҫ ӗҫлеме пултарни ҫинчен, мӗнпур прислугӑран 8 ҫын ҫеҫ тӑрса юлни ҫинчен, апла пулин те вӑл 6-мӗш числара ирхине мӗнпур тупӑсенчен кӗрслеттерни ҫинчен каласа парать; вӑл сире 5-мӗш числара матроссен ҫӗр пӳрчӗ ҫине бомба ӳксе вунпӗр ҫынна вӗлерни ҫинчен каласа парать; батарея амбразурӗ витӗр вӑл сире тӑшман траншеисене кӑтартать, инҫетрех мар вӗсем, нумай пулсан пӗр 30 — 40 чалӑшра пулӗ. Пӗтӗм пӗлӗт хӑмӑрланса килчӗ. Диван тӗлӗнче ҫутӑ сӑрӑ рамӑра Катя портречӗ иккен, питӗ лайӑх портрет, ӑна эпӗ халиччен курманччӗ-ха. Ӑна Гладковӑн «Цеменчӗ» ҫав тери кӑмӑла каять иккен, вӑл вара мана ҫавна халиччен те вуламан-и тесе вӑрҫса та илчӗ. — Юргин йӑлкӑшакан хӑмӑр куҫӗсене хӗссе, Умрихин еннелле туртӑнса илчӗ. Оленин вуник ҫулти пӗчӗк ача пекех телейлӗ пулчӗ. Гленарван унтан ыйтма тытӑнчӗ, вара майор ӑна акӑ мӗн каласа кӑтартрӗ. Мюльреди лагертен тухсан, Паганель кӑтартнӑ сукмакпа кайнӑ. Ӗлӗкрех вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫкалама юратнӑ. Хӑвна ху ан ятла. — Ҫапла, вӗсене савӑнӑҫлӑ пулӗ те-ха. Атӑ ҫумне пылчӑкӑн пысӑк чӑмаккисем ҫыпӑҫнине, чӑлхасем паҫӑрах йӗпеннине пӑхмасӑр, пылчӑк тӑрӑх шаплаттарса, эпӗ кӳме кантӑкӗ патне чупса пыратӑп. Сак сасӑсем янӑранине итлеме юратнӑран мар, упӑтесене тытма кӑмӑлланипе, вӗсен чӑннипех те тутлӑ, уйрӑмах тӗтӗмленӗ какайне хакланипе. Япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне аялалла туса магнита тӳрӗ лартсан, утрав аялалла анать; япаласене хӑй патӗнчен тӗртсе яракан вӗҫне ҫӗр патнелле туса ҫавӑрсан, утрав вара ҫӳлелле хӑпарать. Сана мӗнле те пулин пӗр япала илӗртет, пӗр япала кӑмӑла каять — эсӗ унпа ларатӑн, ытти вара саншӑн ниме кирлӗ мар япала пулса тӑрать, эс ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхасшӑн мар. — Кил, Митрий Андреич! — кӑшкӑрнӑ вӑл Оленина, ҫулҫӑсем хушшинчен хӑйӗн ҫап-ҫаврака та ачалла питне кӑтартса. Вӑл чӗнмесӗр ҫӳрекен ҫынччӗ. — Йӗмне хӗрсене тутӑрсем тума вакласа пар, — терӗ Назарка. — Ярӑрсам ӑна, тархасшӑн, вӑл аран ҫеҫ сывлать вӗт! — ҫиленсех каларӗ Варя. Тахҫантанпа паллакан ҫынсем хушшинче нумай пулмасть курӑнма пуҫланисем те чылай. Йӑхри ҫынсемпе юнпа мар, чунпа тӑванланма вара пӗр этем кӑна пултарать. — Янхетруц та ҫавӑнтах. Каҫ пуласпа Огнянов юнашарти сӑрт ҫинче темле тӗттӗм япала вӗлкӗшсе тӑнине асӑрхарӗ. Яков, сиксе тӑрса, мӑкӑртатса илчӗ: — Епле-ха ку! Мӗншӗн айӑплӑ вӗсем?.. — Юрӑхсӑрсем ӗмӗрех хӑраса ӳкеҫҫӗ. Вӗсемшӗн паллӑ вӗт, эпир хӗҫпӑшалсӑр мар, ҫитменнине начар мар авӑрланса тӑратпӑр. «Пӗрре, иккӗ!» — асӗнче шутлать те такта атти пуҫӗсемпе ҫех тытса пырать Ромашов. Пӳртсен тӗттӗм кантӑкӗсенче тӗксӗм хӗрлӗ ҫулӑмлӑ вут-кӑвар ялкӑшса ҫунать: хутса янӑ кӑмакасен ҫутти ӳкет. Хӗрӗх ҫула яхӑн ӗлӗкрех столицӑра пурӑнакан темиҫе ҫын, пӗрисем ӗҫсем пуррипе, теприсем курса ҫӳресе савӑнас йӑлапа, Лапута утравӗ ҫине хӑпарнӑ. Вӗсем унта пилӗк уйӑх хушши пурӑннӑ та, математика ҫинчен тӗплӗнех ӑнланаймасӑр, анчах ҫак сывлӑшри утрав ҫинче ҫӑмӑлттай шухӑшсем ытлашшипех пухса, каялла ҫӗр ҫине аннӑ. Утрав ҫинче пурӑннӑ вӑхӑтра ҫак ҫынсем ҫӗр ҫинчи пирӗн пур учрежденисене те йӗрӗнсе курайми пулнӑ, вӗсем вара наукӑна, искусствӑна, законсене, чӗлхепе техникӑна урӑхлатас майпа ҫӗнӗ проектсем тума тытӑннӑ. Воропаев пичӗ пӗртте улшӑнман, ытларах шурӑхнӑрах, ӗшенчӗклӗрех тата шухӑшлӑрах ҫеҫ курӑнать. — Эй, пӑру, тӑр!.. — терӗ вӑл, Гаврилӑна урипе тапса. Лиговская княгиньӑ мӗн каласа пачӗ сире ман ҫинчен? Сарая кайса ӑна туртса кӑларма, ҫунана туртасӑр хӑварма ӳркенмерӗ вӗт, ват шуйттан. — Доктор, — терӗм те эпӗ хавасланнипе, ытла пӗтсе кайнипе йӗрсе ятӑм. Унта малтантарах кайса пӑхмаллаччӗ те, — анчах май килмерӗ. Малта сасартӑк темӗскер кӗрслетсе илсе кӗпере ҫутатрӗ, кӗпер урлӑ лав тата тепӗр юланутҫӑ каҫни курӑнса кайрӗ, осколкӑсем вара, шилете-шилете, шыва пӗрхӗнтернӗ май, шывалла вӑркӑнма тытӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑранӑ, унӑн пуҫӗ ҫаврӑнма тытӑннӑ, ӑнран кайса ӳкесрен вӑл тути хӗррисене ҫыртса ҫеҫ тӳссе тӑнӑ. …Кайран Алексее, Михайла мучин урлӑ та пирлӗ сапласа пӗтернӗ, анчах таса та ҫемҫе вӑрӑм кӗпине тӑхӑнтартса, хӑйӗн улӑм тӳшекӗ ҫинех вырттарчӗҫ. Ун ӳчӗ уҫӑлнӑ пек, вӑй илнӗ пек пулчӗ. Ҫул ҫинчен ҫерем ҫине лӑпкӑн пӑрӑнса, хурлӑхлӑ ҫынсем пирӗн урапа тӗлӗнчен иртрӗҫ. — Командир, — терӗ салтаксенчен пӗри, — вӑл халӗ кӑна хулана ҫитсе кӗчӗ. — Мӗн эсӗ пӗрмай салхуллӑ ҫӳретӗн? — тесе ыйтнӑ вӑл пиччӗшӗнчен, тепӗр чухне тата: — Ӗҫе шӳтлесе тӑвас пулать, ӗҫсем кичемлӗхе юратмаҫҫӗ, — тесе вӗрентсе те илнӗ. Кукаҫей мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Акӑ — ҫуратса янӑ… ҫисе пурӑнчӗ… ним те мар… Ҫакна эпӗ хам та нумай асӑрхарӑм. Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп пулӗ? — Ҫӗр ҫинче ирӗклӗ ҫынсем ытла та сахал, ҫак унӑн инкекӗ ӗнтӗ! — тет Николай. Кунашкал чухне Макҫӑм пичче яланах кӑмӑлсӑрланатчӗ, вара, амӑшӗн куҫӗнче куҫҫулӗ палӑрсан, ҫине тӑрсах ӑнланма тӑрӑшнипе ачан пичӗ шурса кайсан, калаҫӑва вӑл хӑй хутшӑнатчӗ, амӑшне сирсе яратчӗ те сасӑсем е виҫесемпе анлӑшсем тӑрӑх ӑнланма ҫӑмӑлрах пек туйӑнакан хӑйӗн калавӗсене пуҫласа яратчӗ. Ҫӗрле пулчӗ. Пӗрре кӑна мар вӑл:— Ҫапла! — тесе илчӗ. «Манӑн тӑрасчӗ». Хапхаран пӗр ҫӗр утӑмра хӗрлӗ тӑрӑллӑ пысӑк мар ҫурт ларать, чӳрече хуппийӗсем унӑн симӗс. Лукашка пӳрте кӗчӗ. Вӑл миллионмӗш пайӗ те пулмасть. Ромашов канӑҫсӗр пӑхса илчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Кукӑн пӗрремӗш ҫулҫӳревӗ хыҫҫӑн часах, 1772 ҫулхи майӑн 11-мӗшӗнче, французсен икӗ карапӗ Утравсен бухтине кӗрсе кайнӑ. Мӗн ку? Манӑн Осетров пичче хӗрсе кайрӗ те ӑна кӑшкӑрать: «Пулӑшсам пире, кастарнӑ така! Ӑна казаксен старшинисем сырӑнса илнӗ. Пӗрле кӑмака хутаттӑмӑр, вутӑ ҫураттӑмӑр, савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте те пулӑшкалаттӑм. Ҫав кун каҫхинех вӑл пӗрре Заусайловсен приказчикӗн арӑмӗ, сапаланчӑк хура ҫӳҫ-пуҫлӑ, хӑвӑрт утса ҫӳрекен пӗчӗк хӗрарӑм, путса вилнине пӗлчӗ. Киле Ниловна савӑнӑҫлӑн таврӑнчӗ. — Кунта, кунта! — чӗнчӗ Лозневой. Кимӗ, хӑранӑ пек чӳхенкелесе, шыва шавлӑн касса, хӑвӑрттӑн малалла ярӑнчӗ. Уйтан хӗр тутлӑ шӑршӑллӑ шӗвексен сутуҫи патне кӗнӗ. Иртен-ҫӳренсем кӗрсе выртмалли кил-ҫуртра эпӗ турра кӗлтума ӗлкӗреймерӗм; анчах мӗн пирки те пулин ҫак ӗҫе тума маннӑ кун пӗр-пӗр инкек курнине сахал мар асӑрханӑ, ҫавӑнпа хамӑн йӑнӑша тӳрлетме тӑрӑшатӑп: картуса хыватӑп та урапа кӗтессинелле ҫаврӑнса ларатӑп, вара кӗлӗсем калатӑп, куртка ӑшӗнче никам курмалла мар сӑхсӑхатӑп. Демка Нагульнова аяккарах чӗнсе илчӗ, аллинчен ярса тытрӗ. Уйрӑмах хӑй шутлама пултарать. — Юрӗ… Эпӗ каятӑп. — Пирен герцогинясем вырӑсла ун пек калаҫмаҫҫӗ, — асӑрхаттарчӗ Аркадий. Старик, сухалне шухӑшлӑн чӗпӗткелесе, пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса ҫӳренӗ; куҫӗсем унӑн таҫта айӑккалла пӑхнӑ, вӑл пысӑк чӑрмавлӑ шухӑша путни лайӑх палӑрнӑ. — Эсӗ каллех ӗлӗкхине-и? Унӑн ҫути чалӑшшӑн ӳкнӗ май Уйӑх та сивӗне пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтран пуҫласа вара манӑн пурнӑҫ урлӑн-пирлӗн, айккӑн-тӳррӗн, кутӑн-пуҫӑн ҫаврӑнкалама пуҫларӗ! Вӑл хӗрарӑмӑн кӑкӑрне аллипе тытса пӑхсан, чӗри хуллен тапнине туйса илчӗ. — Пӗлми пулма пӑрах! Йӗркеллӗ!.. — Мери Джейн мисс, — терӗм эпӗ, унӑн пӳлӗмне кӗрсе, — эсир ҫынсен инкекӗшӗн питӗ кулянатӑр, эпӗ те хӑш-пӗр чух ҫавӑн пек кулянма пӗлетӗп. Ҫаксене пурне те пӗлетӗп эпӗ. Марийкӑн памалли нимӗн те ҫук ӗнтӗ, ҫапах та вӑл ыттисем хыҫҫӑн колонна патнерех ҫывхарчӗ те, темле такамран тем ыйтнӑ пек, васкасах, тыткӑна лекнисем ҫинелле пӑхма тытӑнчӗ. — Яра пар! — ытлах ӑшшӑн мар сывпуллашрӗ те унпа карчӑкӗ, ун енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ. Ежов, каллех ура ҫине тӑнӑ та, ҫӗкленӳллӗн калаҫма пикеннӗ: — Эпир кунта, пурнӑҫран тӗртсе янисем, иккӗн, — эпӗ тата ҫакӑ… Таҫта, аякра, ҫӑра чан сасси ирхи лӑпкӑлӑха татӑлса аннӑ. — Хӗрарӑм музыкӑна ӑнланманни пулма пултараймасть, пуринчен те ытла — ӑна кичем пулсан… Унӑн пурнӑҫӗнчи виҫҫӗмӗш хӗл иртсе пырать. Мана хӑратма-и?! — Нумай кирлӗ-и сире? Мана курчӗҫ те чарӑнса тӑчӗҫ, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах… Мӗн ҫинчен калаҫатӑр эсир? Вӑл ӑҫта та пулса кайман пулӗ-ҫке, мӗншӗн тесен ун турӑ лаши кунтах. Разметнов йӑл кулчӗ: — Закон мӗн тума кирлӗ сана? Мункун кая юлса килчӗ, тахҫанах юр кайса пӗтрӗ, урамсем типсе ҫитнӗ, ҫулсем тӑрӑх тусан мӑкӑрланать: кунӗ ҫап-ҫутӑ, хӗвеллӗ, савӑнӑҫлӑ. — Пурнӑҫ тӑвас пулать! — тет. Кунта вара офицерсене хӑйӗн халачӗпе тӗлӗнмелле хутланса ларакан Чертокуцкий курӑнса кайрӗ. Халӑх залра туллиех пуҫтарӑннӑ — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те пур. Ух, ҫав Азамата!.. Аван боец пулать, эпӗ ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче калатӑп! — тетчӗ мӑкши кӑмӑллӑн. Ҫав тери лӑпкӑ, ырӑ… пысӑк кулӑ! Ҫав пӑчкӑ кӗрпинчен путсӗртерех япала ҫисе курманччӗ-ха эпӗ хальччен, Том та ҫаплах калать. Вӑл Егорушкӑна салтӑнма пулӑшрӗ, минтер илсе килсе пачӗ, утиялпа витрӗ, утиялӗ ҫине Иван Иваныч пальтине хучӗ, вара чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса, сӗтел хушшине ларчӗ. Сулахайра тарӑн хушӑк, аялта ҫавӑнта шыв юхса тӑрать; пӗрре вӑл пӑр айне кӗрсе пытанать, тепре чулсем урлӑ кӑпӑкланса ишет. Шкула пыракан ачасем, Кораблев каларӗшле, «вӗренессинчен ытла ҫиме ҫӳрекенсем» кӗтмен ҫӗртен «пикенме тытӑнчӗҫ». Маниока тултарнӑ темиҫе ҫыхха салтса, хавильдарсем тыткӑнрисене кӑштах ҫак мӗскӗн апата валеҫсе параҫҫӗ. Устин Давыдов ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр, шарламасӑр, шӑтарас пек пӑхса тӑчӗ. Партипе класӗн ҫулпуҫӗ вилни пролетариатӑн чи лайӑх ывӑлӗсене пирӗн ӗрете чӗнет… Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пусма ҫинчен утса улӑхакан сасӑ илтӗнмест-и тесе, итлесе пӑхатӑп, анчах шӑпах, нимӗнле сасӑ-чӗвӗ те ҫук. Санин малтанах Панталеонене дуэль ҫинчен никама та каламастӑп тесе сӑмах партарчӗ. Ҫавна пула ӗнтӗ ротӑсенче икӗ эрне хушши акӑ васкавар, хыпӑнуллӑ, анӑш-тӑвӑш ӗҫ пырать, ҫавӑнпа мар-и вырсарникун килсе ҫитессе ывӑннӑ офицерсем те, турткаласа, анкӑ-минкӗлетсе хӑшкӑлтарнӑ салтаксем те пӗрешкелех чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Анне чупса пырса пӑхать, эпе ҫӗрте, йытӑ ҫурипе юнашар, кӳме урапа лартакан лупас патӗнче урасемпе тапкаланса выртатӑп иккен… Кивӗ юрату ҫухалса пӗтеймӗччӗ, ҫӗнни тӗрӗслеве тӳсеймен пулӗччӗ. Кирюха тип курӑка ҫатӑртаттарса хуҫрӗ те, ӑна, пӗр ҫупкӑм туса, хуран айне чикрӗ. — Пирӗн мӗн юрлани! — аллине сулнӑ лешӗ. Елисаветински Ҫӑл куҫ пайне каятӑп, шывпа сывалма килнисем ирпеле унта пурте пухӑнаҫҫӗ теҫҫӗ. Ав вӑл ларать. Тулта каҫ пулса пынӑ, пӳлӗмре ӗнтӗ йӑлтах тӗттӗм пулнӑ. Куратӑп: кунтан тарас пулать, май килсенех хуллен тухса шӑвӑнатӑп та ку ҫил-тӑвӑл иртсе кайиччен вӑрманта ларса ирттеретӗп тетӗп. Кӗсри ун хыҫҫӑн, хуллен, ӑна итлесе утнӑ. Эпӗ ҫухалса кайрӑм. Ҫавнашкал икӗ лаша пирӗн колхозра пулсан, ҫавах япӑх пулас ҫукчӗ, эпӗ акӑ мӗн ҫинчен шутланӑ тата пӗрмай шухӑшласа ҫӳретӗп. — De quoi de ce qu`ils rient donc, — тет тепри, итальянец майлӑрах калаҫакан хура ҫын, пирӗннисем патне пырса. — Хуть мӗнле пулсан та эсир, Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт мистер, Нэн ҫӗр хӑвӑлӗнчен каймалла мар. Вӑл темӗншӗн ытла та тӗлӗнсе кайнӑ, анчах унӑн тӗлӗнни нумаях пымарӗ, вӑл часах ҫав тери хавассӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Аксель, Аксель! — Пире пулӑшу кирли ҫинчен калатӑп эпӗ, Туфольд бухтине хамӑр халлӗн ҫакланма пултараймастпӑр пулсан, часрах Мельбурна пӗлтерес пулать. — Алексей Вениаминович, хӑвӑртрах тумланӑр, райкома каймалла, — терӗ вӑл, ҫирӗппӗн, нимӗн ӑнлантарса памасӑрах. Проливран тухиччен вӑтӑр ултӑ сехетрен ытла иртмелле мар. Палӑртасшӑн мар пулсассӑн та, ашшӗ хӑй те самаях хурланнӑ курӑнать. — Эпӗ сирӗн пата ӗнер ыттисемпе пӗрле ӗҫе тухманнишӗн хӑвӑра лайӑх мар пулни ҫинчен калама мар, манӑн штурмовой ӗҫе хирӗҫ калаҫнишӗн хӑвӑра лайӑх мар пулни ҫинчен те калама мар — урӑх ӗҫпе килтӗм… Эх, ухмах, шуйттан илесшӗ! Эпӗ хам питӗ юратмастӑп, анчах анне хистесех тутарать. Эсир те аван ҫын, мана кӑмӑла каятӑр, анчах манпала ҫавӑн ҫинчен ан калаҫӑр, тет.. Асӑннӑ королевствӑсенче пурӑннӑ вӑхӑтра вӑл вырӑнта пурӑнакан ҫынсемпе нумай калаҫса ирттернӗ, вӑл вара унти ҫынсем те ӗмӗрлӗхех пурӑнма ӗмӗтленнине, ялан вилӗмсӗр пурӑнасси вӑл мӗнпур ҫынсен ӗмӗчӗ пулса тӑнине палӑртнӑ. Профессорӑнни пек тирпейлӗ сухалӗ унӑн, ҫывӑрса муталаннӑ пекех, пӗр айккинелле хутланса ларнӑ, илемлӗ хура кубанки вараланса пӗтнӗ, унӑн хӗрлӗ ҫийӗ тӗссӗрленсе кайнӑ, черкески ҫурӑлса тухнӑ та — ӑна ҫӗлемен, булавкӑсемпе ҫеҫ тирсе янӑ. Вара урӑхла тума шутларӑм: вӗсене сыхласа тӑратӑп та мӗн калаҫнине вӑрттӑн итлетӗп. Килти япаласем, пурте тенӗ пекех, ӑна аса илтереҫҫӗ. Ҫурчӗ, чӑнах та, питӗ шеп ӗнтӗ. Ах, мӗн тери кирлӗ вӑл этем пурнӑҫӗнче! «Мускавра сивӗсем тӑраҫҫӗ пулӗ. — Астӑватӑр пуль, эпӗ сиртен унпа тытӑнуллӑ пулма кирли ҫинчен ыйтнӑччӗ. Е эсир мана, хӗрарӑм пулнӑ май, хӑвӑр шанӑҫа тивӗҫсӗр тесе шутлатӑр-и, тен? Анчах Гленарваншӑн пулсан, ӑна вӗсенчен те ытларах кӗтӗвӗсем интереслентерчӗҫ. Унтан, Софья еннелле ҫаврӑнса, ӑнлантарса пачӗ: — Халех свидетель килет. — Хам патӑма звенона пыр, мӗнрен пуҫламаллине эпӗ сана вӗрентӗп, — вӑл Юрие янахӗнчен ачашшӑн лӑпкарӗ. Виҫ минутсене майлӑ тӑчӗ, кӗтрӗ Ромашов, чӗри вара хӑйӗн пӗтӗм урам тулса лармаллах тапрӗ. Демид Молчун Давыдов ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ те шалтан тухакан хулӑн сассипе хуравласа хучӗ: — Эпӗ килӗшетӗп. — Мӗнпе? Ҫак халӗ ҫеҫ каланине ҫирӗплетес тесе тата ҫителӗклӗ вӗренменнинчен епле япӑх ӗҫсем тухса тӑнине кӑтартмашкӑн эпӗ хам курнӑ пӗр ӗненме те йывӑр ӗҫ ҫинчен каласа пӗлтерем. Кӑштах тӑхтаса тӑнӑ хыҫҫӑн Огнянов хуллен ҫеҫ сӑмах хушрӗ. — Ҫакна та пӗлтерем эппин сана… Рада — ман арӑм. Эпӗ арӑм енне ҫаврӑнтӑм. Ҫырма леш енче, инҫетре пуҫӗсене шывалла сӗнксе тӑракан йӑвӑ ҫӑка тӑррисем витӗр, крепоҫри тата ялти ҫуртсенчи хӑй ҫутисем курӑнаҫҫӗ. Хӗрхенӗр пире, турӑсем! — тенӗ хӑнасем пӗр харӑс. Ун вилтӑпри ҫинче кӑшкӑратӑп, анчах вӑл вӑранмасть. Ҫынсене вӑл райкома пухма юратмасть, вӗсене кашни хутрах ҫӗнӗ вырӑна чӗнет. Сан ӗненӗвӳ турӑ ҫывӑххине туйса илмелӗхех вӑйлӑ пулнӑ, сан юратӑву ҫав тери пысӑкран, сӑмаххусем ҫӑварӑнтан хӑйсемех тухнӑ — эсӗ вӗсене ним шухӑшламасӑрах пере-пере янӑ. Сывӑ пултӑр король! Сӑмсана усса эпӗ пастор ҫуртне тавӑрӑнтӑм. — Тавтапуҫ! — терӗ ученый. Эсӗ Пугачевпа туслашса ҫӳренисем ҫинчен правительствӑн епле те пулин хыпар ҫитнӗ ӗнтӗ. Йывӑр шухӑшсем, ула-чӑла пӑтранчӑк пӗлӗт пек шуса, чӗрене хыттӑн ҫупӑрларӗҫ… Халӗ ӗнтӗ черет Бекки Тэчер патне ҫитрӗ. — Сигналсем, телефон шӑнкӑравсем сан, кантрасем. Ывӑҫ тупанӗсемпе хӑйӗн кӑкрисене, айӑкӗсене шӑлкаласа, хӗрарӑм текех пуҫӗпе сула-сула илет, вара унӑн ҫӳҫӗсем те ӳссе пынӑ пек, вӑл хӑй те ӳснӗ пек, самӑртарах, пысӑкрах пулса пырса, пурне те хупласа лартнӑ пек туйӑнать, унсӑр пуҫне нимӗн те курӑнмасть ӗнтӗ, таврара нимӗн те ҫук пекех. Эпир иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтрах кулса ятӑмӑр, вара кӑмӑлӑм каштах ҫӗкленчӗ. Халь никама та вӑратма кирлӗ мар терӗ вӑл: Луиза намӑс курнине вӑл пӗччен ҫеҫ пӑхса тӑмалла. — Ҫук, ывӑлӑм, ҫук! — тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Вӑл кӗсьинчен шӑхличӗ кӑларнӑ та выляма пуҫланӑ. Вырӑс ҫынни вӑл аса илме юратать, анчах пурӑнма юратмасть; Шухӑшӗ унӑн — вулкан евӗрлех, ытти геологсем туманнине пурӑнӑҫа кӗртес тесе, вӑл хӑй пурӑнӑҫне те шеллес ҫук. Ман ҫумра хӗрлӗ йытӑ сӗнкӗлтетсе пырать, тилӗ пуҫӗ евӗрлӗ пуҫлӑскер, тата айӑплӑн пӑхакан кӑмӑллӑ куҫлӑскер. Уйрӑлса кайрӑр, нимӗн те ҫырмастӑр, хӑвӑра валли урӑх пурнӑҫ тупрӑр, анчах Шура? Ҫиҫӗм, сарлакан ҫиҫсе, вӑйсӑртарах ҫутатать, ҫумӑр пӗр евӗрле йӑсласа тӑнӑран йӑвашланнӑ аслати кӗмсӗртетни те паҫӑрхи пек хӑрушӑ мар. Пуля, Сильвер пуҫӗ ҫинчен шӑхӑрса иртсе, грота шӑтарчӗ. Эпир хамӑра сыхланарах тытма пикентӗмӗр тата больверк хыҫне пытантӑмӑр. — Акӑлчансене ку вӑрҫӑ ытлашши чӑрмантармасть, — терӗ Паганель. — Ӑҫта? Ан та ыйтӑр луччӗ… Халь вӗсем хыҫҫӑн хӑвалама юрамасть, вӗсем рашчаналла тарса пӗтеҫҫӗ, эпир вара вӗсене урӑх курас та ҫук. Кабинетра тата, кӗтесре, ҫутӑ шӑвӑҫ тӑрӑхӗсемпе сӑрнӑ пысӑк арча ларать. Сӑнӗ тӗксӗмленнӗ, шупка курӑнать, йӑлтӑртатакан куҫӗсем тата ҫӑварӗнчен тухакан ҫӑра тӗтӗм ӑна чӑн-чӑн шуйттан пекех кӑтартать. — Ҫакӑнта, — ҫирӗппӗн ответлерӗ Цимбал. — Акӑ вӗсем, кунта ҫирӗм пӗрремӗш ҫулхине мӗн-мӗн панисем ҫинчен ҫырнӑ квитоксем: парасса ӗнтӗ тыррине те, какайне те, ҫуне те, тирне те, ҫӑмне те, чӑх-чӗпне те панӑ, вӑкӑра хатӗрлев кантурне ҫавӑтса кайса леҫнисем те пулнӑ. Эпӗ ҫакна аван пӗлетӗп: мӗн курнине нумай вӑхӑт асра тытакан е ун ҫинчен дневник ҫырса пыракан автор кӗнекипе танлаштарсан, нимӗнле пултарулӑх та, пӗлӳ те тата талант та ҫук авторсем ҫырнӑ сочиненисем хӑйсен авторӗсене нихҫан та чапа кӑларма пултараймаҫҫӗ. — Килех, кил, кил… Пӗри кунталла пӑхать, тепри — унталла… Кометӑсем Ҫӗр ҫывӑхӗнчен час-часах иртсе ҫӳренине пула тата тӗнче уҫлӑхӗн хӗрри-чикки ҫуккине пула Кеплер: тинӗсре мӗн чухлӗ пулӑ, тӗнче уҫлӑхӗнче те ҫавӑн чухлӗ комета, — тесе каланӑ. — Мӗне петӗн? — Тӑхта. — Ҫулҫӳревҫӗ вӑл, — терӗ карчӑк, халь ҫеҫ таврӑнса. Чугун ҫул урлӑ каҫнӑ ҫӗрте Павел лашине чарчӗ те вокзал ҫинелле нумайччен пӑхса тӑчӗ, унтан, тимӗр кӑвак лашине тивертсе илсе, ӑна вӑрман ҫулӗпе мӗн чупма пултарнӑ таран ячӗ. Шансах тӑрӑпӑр, кун пек шӑрӑх пит нумая пымӗ. Назанский, вӑрӑммӑн сывласа, пуҫне салхун сулкаларӗ-сулкаларӗ те ӑна аялалла усрӗ. — Анчах эпӗ урӑхла пуласса ӗненетӗп-ха… Эпӗ, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна лав тыта-тыта, Тифлисран таврӑнаттӑм. Ку тапхӑрта ирхи смотра пуҫтарӑнмашкӑн рожок кӑшкӑртса ячӗ, — ҫак церемоние пӗчӗк фортра, ҫар корпусӗ тӑнӑ чухнехи пекех, йӗркеллӗ туса пынӑ. Ҫамрӑк чухне те эпӗ самантлӑх юратушӑн хӗрсемпе ҫывӑхланма пӗлмен, юрату тени маншӑн — партие кӗнӗ пекех, пурнӑҫа татса паракан событи, хӗрарӑм пурнӑҫне илсе, ун вырӑнне хамӑнне парса, ҫак икӗ пӗчӗк пурнӑҫран пӗр пысӑк пурнӑҫ тӑвасси — эпӗ тума пултаракан пӗртен-пӗр япала. Ирхи апат илсе килчӗҫ. Художник пулас тесен, савнӑ ҫыннам, йӑлтах урӑх ҫын пулмалла. Ҫынсемпе унӑн нимле ӗҫ те ҫук. Философиллӗ чӑтӑм-тӳсӗмсене кӑна ытларах хытар, урӑх нимӗн те тӑваймӑн: ҫак шыв юхӑмӗнчен ниепле те тарса пытанма май ҫук. Шурӑ поляксемпе хирӗҫ пыракан ҫапӑҫу чарӑнчӗ. Эсӗ ҫыруна ҫыр, эпӗ ӑна Серёжӑна кайса парӑп. Анчах вӑл ӑҫта та пулин кайнӑ пулсан та, вӑл — рожок сассине илтме кирлӗ, чан сассине илтмен пулсан та. Ӗҫ кирек мӗнле пулсан та, ҫав элек сӑмахсем Флимнап хӑлхине пырса кӗнӗ те ӑна пӗр вӑхӑтлӑха арӑмӗпе хирӗҫтерсе янӑ, вара лешӗ ман ҫине пушшех вӗчӗхсе кайнӑ. — Тӗрӗс мар вывод. Тӑван ҫӗр-шывсӑр патриот, ҫарсӑр ҫарпуҫӗ, Ытах та ҫак танлаштарусене эсир ытлашши ҫӗклентерсе ярса пӗтӗмӗшлетсе калани тесе шутлатӑр пулсан, тата тӗрӗсрех калам. Эсир, — кӗсйӗрте пӗр злотый укҫа та ҫук ҫӗртенех картла выляма ларнӑ мӗскӗн вылявҫӑ. — Эс пирӗн Бат тусӑмӑрпа пӗрле штурвал патне тӑрӑн та ӑна штурвал тытса пыма пулӑшӑн. Санин ӑна пачах та ун пек тума кирлӗ мар тесе ӑнлантарса пачӗ, анчах терӗ вӑл, — тен манӑн, чӑнах та, туй умӗн Российӑна питех те кӗске вӑхӑта кайса килмелле пулӗ (вӑл ҫак сӑмахсене каларӗ те ун чӗри ыратса кайрӗ; Санин ҫине пӑхакан Джемма ҫакна ӑнланчӗ те хӗрелсе кайса, шухӑша кайрӗ), — хамӑн ҫӗршывра пулнипе усӑ курса, эпӗ именине сутма тӑрӑшӑп… кирек мӗн пулсан та, эпӗ унтан кирлӗ укҫана илсе килӗп, — терӗ. Эсӗ те ун еннелле сулӑнатӑн: «лайӑх командир», текелетӗн, темскер калаҫатӑн… Тихон дворникре мӗнле йӑпанмалли япала тупнӑ-ха вӗсем? Анчах мӑнӑн пуҫӑма мӗнле шухӑш пырса кӗчӗ… Икӗ эрне иртсен, Арина Савишна (ҫӗнӗ экономкӑна ҫапла чӗннӗ) хӗрӗпе пӗрле Марьинӑна пырса флигеле вырӑнаҫнӑ. Николай Петрович суйласа тупнӑ экономка вырӑнлӑ пулнӑ. Арина ҫуртра йӗркелӗх кӳнӗ. Хаш чухне, кӗнеки мана интереслентернӗ пулсан, ӑна часрах вуласа тухмалла пулсан, эпӗ ҫӗрле тӑрса ҫурта ҫутса яраттӑм, анчах хуҫа карчӑкӗ ҫӗрле ҫуртасем пӗчӗкленнине сиссе, вӗсене хӑйӑсемпе паллӑ туса виҫме пуҫларӗ, виҫисене вара таҫта пытарса хуратчӗ. Икӗ бутылка мадера илсе килӗр, тархасшӑн, эпир ӑна пӗрле ӗҫӗпӗр». — Акӑ вӑл та килчӗ? — терӗ ним те пулман пек, синьора Грассини. Кун каҫиччен эпӗ вӗсене пайтах тытса тултартӑм. Тулли тултарнӑ якташ ҫаккисем ман хулпуҫҫисене касаҫҫӗ. Каҫхи шурӑмпуҫ сӳнме пуҫларӗ. Вӑтам ҫутӑ сывлӑшпа каҫхинехи сулхӑн мӗлкӗсем ҫӑраланса сарӑла пуҫласан, эпӗ тин киле тавӑрӑнма шут тытрӑм. Марьяна кӑшт шухӑшласа тӑчӗ. Пӑван куҫне уҫрӗ. Иосафат! Унпа пӗрле чух эпӗ йӑлтах урӑх ҫын. — Эпир хамӑр ирӗкпе тытӑнатпӑр пулсан, мӗнле ӗҫ кунӗ пултӑр-ха? Пӗтӗмпех — ҫавӑн пек! Аманнӑ ҫынӑн сунарҫӑ ҫӗҫҫисӗр пуҫне урӑх нимле хӗҫпӑшал та пулман, телее пула, ҫӗҫҫи вара унӑн пиҫиххи хушшинчех пулнӑ. Олейник хӑй вырӑнне ларчӗ, хӗвӗнчен пӗр шупкарах хӗрлӗ хут татӑкӗ туртса кӑларчӗ те Ярцева тыттарчӗ. «Савнӑ чунӑмҫӑм!» — йӑл кулса шухӑшласа илчӗ амӑшӗ. «Иккӗ», тетӗп. Эпир ҫӗнӗ пекарньӑна куҫрӑмӑр, вара манӑн ӗҫсем татах та нумайланса кайрӗҫ. «Хаклӑ Саня! Эсӗ ырӑ-сывӑ пурӑннишӗн эпӗ питӗ савӑнатӑп. Анчах та эпӗ сана «хӑлха илтменрен-чӗлхесӗртен» текен чиртен сыватнӑ тесе кӑлӑхах ҫыратӑн эсӗ. Ун пек чир те ҫук, тӑванӑм». «Хӑлха илтет — калаҫаймасть» — ҫапла ятлӑ вӑл. Виҫҫӗмӗш кунӗнче вара «па» картишне кашни хӳшӗренех ҫынсем кӗпӗрленсе тухрӗҫ. Арҫынсем, хӗрарӑмсем, ачасем — салхуллӑ та чӗнмен маориецсем ҫӗршерӗн ҫулпуҫ пӳрчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ун ывӑлӗ Бат темскер ҫумӗнчен пӑрӑнса иртнӗ чух мӑйкӑч ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, Том мана курчӗ. Мана ӳпӗнтернӗ тулли бутылкӑпа танлаштарма пулатчӗ: ҫав бутылкӑри шыв юхса тухаймасть, мӗншӗн тесен вӑл ытлашши тулли. — Апла пулсан, илӗр ӑна, — тенӗ Исидора, йӗнер ҫинчен сиксе анса, кантрине салтма тытӑнса. Ӗнер вӑл хӑй ыйхӑран вӑратнӑ Вланг юнкер та унтах. — Ах, турӑ, анчах! — Мӗнле, пӗрре те пирӗн килти пек мар? — терӗ Оленин тӑрӑхласа, лаша ҫинчен анмасӑрах. Чирлӗ ҫынсем ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах Мересьев, куҫӗсене хупса, самолётпа вӗҫнӗ чух урапа пусмалли ҫӗре ҫирӗплетсе лартма май пулмалли протезсем ҫинчен шухӑшласа выртрӗ. — Лайӑхскерсем, лайӑх, — лӑллантарчӗ вӗсене Макариха. Хӑй хуйхине мӗнле тӳссе ирттернӗ тӑрӑх та вӑл ҫурҫӗр енче ҫуралманни курӑнать. Хуран куклине сирсе ярса тутине шӑлсан, тимӗрҫӗ шухӑша кайрӗ — вӑт мӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ ҫут тӗнчере, вӑт мӗн тума пултарать иккен усал вӑй, терӗ те вӑл хӑй ӑшӗнче, ҫав хушӑрах хайне пӗр Пацюк ҫеҫ пулӑшма пултарнине чухласа илчӗ. Вӑл ман алӑ айӗнче пулать, эпӗ ӑна кирлӗ чухне чӗртсе яма пултаратӑп. Тӗрӗсне каласан, ку ӗҫре эпир хамӑр айӑплӑ! Вара чӑнах та 1773 ҫулта аслӑ тинӗсҫӳревҫи Гаукс бухтине тата тепӗр хут ҫитнӗ; хальхинче вӑл ҫынна ҫын ҫинисене хӑй куҫӗпех курнӑ. Ҫакна вӑл сӳрӗккӗн каларӗ, кукамӑшӗ ҫине мар, чӳреченелле пӑхса, анчах ун сассинче эпӗ аран палӑракан тарӑху-вӗчӗрхенӳ сӗмӗ пуррине уйӑрса илтӗм. — Ан тив сӑвӑса, теҫҫӗ сана! Пӗр енчен, ӑна ӗненмессе те май ҫук, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн историне ытла та чӗререн тата ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса каласа парать, ҫаксем чӑнлӑхӑн тӗп паллисем пулса тӑраҫҫӗ; тепӗр енчен, унӑн историйӗнче поэзилле илемлетнисем ытла нумай; шӑпах ҫак илемлетӳсем иккӗлентереҫҫӗ те ӗнтӗ. Вырнӑ ыраш, хытхура, хурхуххи, хир кантӑрӗ — шӑрӑхпа ӗнсе сарӑхнӑ е хӑмӑрланнӑ ҫак пӗтӗм ӳсентӑран, халӗ ӗнтӗ сывлӑмпа ҫӑвӑнса тасалнӑскер тата хӗвел ҫутипе ачашланнӑскер, ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑчӗ, тепӗр хут чечекленме хатӗрленчӗ. — Пур. Вӑл алӑк патнелле пынӑҫемӗн шӑв-шав пушшех вӑйланчӗ, йытти тата хӑрушшӑнрах вӗрчӗ; тупӑкҫӑ, пӳлӗмрен тухса, путвала кӗрсе кайрӗ. Ларсамӑр! Ҫавнашкал йӑли вӗсен кайран та, юрлама пӑрахсан та, чылайччен упранса юлать. Анчах капитан ҫӗрӗпех лӑпкӑ та йӑваш ларчӗ, ытти каҫсенче те ҫапла пулчӗ. Анчах, ҫавӑнпа пӗрлех, кашни килмессеренех, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫнӑ сӑмахсем пӗчӗк япаласем ҫинчен кӑна пулчӗҫ пулсан та, Инсаров ӑна ытларах та ытларах хӑй еннелле туртать; анчах Еленӑна унпа кӑна юлма тӗл килмест — ҫынпа ҫывӑхрах пулас тесен, пӗр хутчен те пулин куҫа-куҫӑн юлса калаҫмалла. Хаяр чунсем! — Тавлашмастӑп; анчах мӗне кирлӗ-ха вӑл сана? — Уэлдон миссис, — терӗ Дик Сэнд, шухӑшласа илме тенӗ пек, ҫамкине аллипе сӑтӑрса. — Эп пӗлместӗп… Мӗншӗн ҫапла иккенне эпӗ ӑнлантарма пултараймастӑп… Халех-и е каярахпа-и пире ҫак шайккӑна хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма тивет. Эпӗ хамӑр вӗсен шухӑшӗ ҫинчен пӗлнине систермесӗр тӑма, вӗсем ҫине, хӑйсем сахал кӗтнӗ чухне, кӗтмен ҫӗртен, чи малтан тапӑнма сӗнетӗп. Ҫӑмӑл урапа ачасем тӗлне ҫитсен, вӑл Щукаре: «Тӑрат-ха», — терӗ те куҫӗпе тӗллесе, пӗр ҫара уран пыракан ҫичӗ ҫулсене ҫитнӗ шурӑ пуҫлӑ ачана чӗнсе илчӗ: — Кил-ха кунта. — Мӗн тума пымалла-ха вара? — никама пӑхӑнман ҫын пек ыйтрӗ лешӗ, ашшӗн хӗрлӗ кӑшкарлӑ, кусурукӗнчен ҫӳлерехре тӗссӗрленсе юлнӑ кокарда йӗрриллӗ картузне ӗнси ҫине антарса лартса. Огарнова, сӑн-питне илемсӗрлетсе нимӗн те ӑнланма пултарайман ҫынӑнни пек тунӑ та, ташлакан ҫын уттипе Леночка патне ҫывхарса пырать, лешӗ, ывӑнса ҫитнӗскер, типӗтнӗ груша ярса вӗретнӗ шыва шурӑ фаянс кружкӑсене тултарса тӑрать; ҫав шывпа Корытов паян канашлӑва пухӑннӑ ҫынсене хӑналать. — Акӑ мӗн илтрӗм. — Сикрӗмӗр! Мужиксем ним чӗнмесӗр икӗ еннелле пӑрӑнчӗҫ, вӑл тӳрккессӗн ура ҫине тӑчӗ, япаласен ҫыххине ҫӗклерӗ те: — Куншӑн — тавтапуҫ! — терӗ. — Мнемозина! — тесе ҫӗкленсе кайса пуҫларӗ ученый. — Пурте мар, — ответлерӗ Базаров, малалла сӑмах ваклас килменнипе кӗскен анасласа. Амӑшӗ ывӑлӗ ҫине пӑхса ҫемҫен кулса илчӗ, пуҫӗпе сулкаларӗ те, пӗр сӑмахсӑрах тумланса, килтен тухса кайрӗ. Ӗҫ самаях ҫӑмӑлланчӗ. — Ҫаплах пулӗ, Том. «Ши! кӑна» тата ытти ҫавнашкал юрӑсене янӑратрӗ, господасен юррисене вӑл Олениншӑн анчах юрласа пачӗ, унтан вара, тепӗр виҫ стакан чихирь ӗҫнӗ хыҫҫӑн, старик авалхине аса илчӗ те чӑн-чӑн казакла та тутарла юрӑсем юрлама пуҫларӗ. Анчах нивушлӗ эсир хӑвӑрта тискер кайӑк вӑраннӑ вӑхӑтра, минутлӑха та пулин хуть, ман пирки аса илме те чарӑнса тӑма пултарайман. — Мӗнле-ха сан шутупа, — терӗ вӑл: — кризис иртрӗ-и, е ҫитрӗ-и? Анчах Павка васкать: — Ҫук. Акӑ вӑл, чухӑнсемпе выҫҫисем пӗрехмай макӑрса пурӑннӑшӑн ҫилленсе кайӗ те, вӗсен куҫҫулӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарӗ, вара ҫав куҫҫулӗсенчен тӗтре туса, ӑна кӑвак тинӗссем ҫинелле илсе кайӗ, пӗлӗте нимӗн курӑнми тӗтрелетсе хурӗ. Тарань пулӑ тиенӗ лавсемпе иртсе пыракан хохолсем ҫакна асӑрхарӗҫ: бричка ҫывӑхне сарнӑ кавир ҫинче ларакан господасем, хиртех ҫӗр каҫнӑскерсем, суккӑрсене хӑйсем патне чӗнчӗҫ. Ма мана илместӗн-ши… — терӗ вӑл сасартӑк, пачах урӑхла, хӗн курса асапланса ҫитнӗ ҫын сассипе. Лешӗ, типшӗм, вӑрӑм, малалла ӳпӗнсе ларнӑскер, таҫталла вӗҫсе кайма хатӗрленнӗ кайӑк пек туйӑннӑ, тискер кайӑкӑнни пек курпун сӑмсине пӑркаласа, вӑл кимӗ умӗнчи тӗттӗме хурчка куҫӗпе пӑхнӑ, пӗр аллипе руль авринчен ҫатӑрласа тытнӑ, тепринпе — йӑл кулнӑ майӑн чалӑшакан ҫӳхе тутисем ҫинчи сиккеленекен мӑйӑхӗсене турткаласа пынӑ. — Эсир телейлӗ! — куларах каласа хучӗ Людмила. Ҫук, вӑл йӑнӑшман! Кунта? Анчах, мистер Стумп, никама та пӗр сӑмах ан калӑр. Корчагин тӑчӗ те, аллисемпе стенана хыпаласа, пӳлӗм тавра утса ҫаврӑнчӗ… — Сирӗн те инкек пулни-мӗн тата? — тесе ыйтрӗ Айртон. — Чӑнах та: хӑюллӑ юланутҫӑсем ҫитсе тухнӑ вырӑнтан пӗр икҫӗр метрта ҫӳллӗ вӑрманпа витӗннӗ сӑртсем пуҫланаҫҫӗ. Лосьпа Гусев тавралӑха чылайччен сӑнаса тишкерчӗҫ, унтан тӳремлӗхпе малалла ҫул тытрӗҫ. Ҫамрӑк мӑшӑр тӗлӗпе, хӑмасем тӑрӑх, тем пирки шухӑша кайнӑ, васкакан арҫынсем, макӑрнипе куҫӗсем хӗрелнӗ хӗрарӑмсем пӗр сӑмахсӑр ирте-ирте кайрӗҫ. Лукашка ӳкрӗ. Унӑн хырӑмӗ ҫинче юн курӑнчӗ. Эпӗ хама хам ӑнран каятӑп пулӗ, терӗм. Кӑшт чӑтма лекет вӗсен. — Темле арҫури пекех усал вӑл сирӗн, Мойсей Мойсеич, тур хӑтартӑрах! — кулса илчӗ Христофор атте. Хӑтӑлас тесен пӗртен пӗр май вӑл — пӗр-пӗр юлташ ҫуртне кӗрсе пытанасси ҫеҫ… Ҫук, хӑрушӑ та мар, темле… — Ку вӑл — таса ӗҫ… Вӑл хушнине ҫапла пурнӑҫларӗ те ӗнтӗ Яков Лукич. Амӑшӗ ӑнланчӗ ӗнтӗ — унӑн ывӑлне паян вӑл рабочисене каланӑ сӑмахсемшӗн тӗрмене хупса лартаҫҫӗ. Вӑл вӑраххӑн калаҫрӗ те, хӑй урӑххи ҫинчен шухӑшлани паллӑ пулчӗ. Акӑ вӑл чарӑнчӗ, витрисене лартрӗ, темӗнле кӑпшанкӑран хӳтӗленсе ҫапкалашать, питне чавсипе хупларӗ. — Ҫук, эсир пурӑнатӑр-ха. Пурте ним ӑнланмасӑр, комиссар сӑмахӗсене чӗнмесӗр итлесе тӑчӗҫ. — Мӗн тума кирлӗ вӗсене намӑс? — терӗ те Николай, хулпуҫҫине хутлатса илсе, амӑшӗн мӗн пирки хулара пурӑнмалла пулни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Мӗн ҫинчен? — Куншӑн эсир хӑвӑр Корытова тав тӑвӑр. Марина хӑйӗн ҫӗнӗ упӑшкипе мӗн тери кӑмӑллӑ пулни ҫинчен ҫӳрекен сӑмахсем Андрей хӑлхине те ҫитсе кӗчӗҫ, вӗсене илтсен Андрей хӑй ӑшӗнче салхуллӑн пӑшӑлтатса илет: — Ах, Мариша! Ара эпӗ сана лупассусене юсаса пама, е нӳхрепне чавса пама пултараймастӑмччӗ-ши? Ҫук! Ир енне кӑна вӑл йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Мана ҫак минутран татӑклӑраххи урӑх пулмассӑнах туйӑнчӗ. Ку вӑл — унӑн сӑмахӗ… Ку инкек камӑн та пулин «усал ӑншӑрчӗ» ӳкнипе пулнӑ теме майӗ пулман кӑна та мар, унӑн тӗп сӑлтавӗ хӑй те таҫта, пурнӑҫ юхӑмӗн никам ӑнланайми тӗпсӗр авӑрне пачах путнӑ. Эсир хӑвӑра хаклас тӗлӗшрен пит те йӑваш-ҫке, Мистер Джеральд. — Ӑҫталла? — ыйтрӗ дворник, унӑн аллисене ҫилӗпе сирсе пӑрахса. Продовольстви аттестачӗ тата? Вӑл Фома умне чарӑнса тӑнӑ та тӑсӑлса выртакан кӗлетке ҫине сиввӗн тинкерсе пӑхса, ассӑн сывласа янӑ. Тен, тӗрӗс те мар… Хӑна пулас шухӑш тата Том ҫавӑрса хӑтланни ҫиеле тухрӗҫ, хӗрача иккӗленсе тӑма та пӑрах-рӗ. Сӗтел ҫине панӑ мороженӑйпа шерпет хыҫӗнчен пурте зала куҫрӗҫ. Хутаҫ ҫакса, ыйткалама тухса кайӑпӑр-и? Настя сӑмах панӑ. Лиза вӑл таврӑнасса кунӗпех вӗчӗрхенсе кӗтнӗ. Марьяна Устенькӑна тӗкрӗ те, ним чӗнмесӗр, йӑл кулса, ӑна Оленин ҫине кӑтартрӗ. — Эпӗ айӑплӑ сирӗн умра, — пуҫларӗ Елена… Эпӗ кӗнекене кӑтартаттӑм. — Япӑх, ваше благородие: француз аптӑратса ҫитерчӗ, — окопран ҫунтарать те ҫунтарать, шабаш, анчах хире тухмасть. Киле кайма меллӗ самант килсе тухрӗ пулсан, унпа усӑ курмаллах. «Юрать вӑл килте пулмарӗ, хуйхӑ сахалтарах пулчӗ», — шухӑшласа илчӗ Павел ыйӑх тӗлӗшпе. Икӗ пӗчӗкҫӗ пулӑ унӑн ӳчӗ ҫинчен иртсе кайрӗҫ. Алафрангова хирӗҫ хулари чи паллӑ купцасенчен пӗри — Дамянчо Григоров ларать, вӑрӑм питлӗ вӑл, хытанка, аллӑ ҫулсене ҫитнӗ хура сӑнарлӑ ҫын, куҫӗ хӑйӗн чеен пӑхкалать, ҫӳхе тути ялан тенӗ пек виртлешнӗн чалӑшать, сӑнӗ-пичӗ ҫапах та йӗркене пӗлекен ҫыннӑнни пек курӑнать. Ҫакӑн хыҫҫӑн та: «Олютка патне татах килсе ҫӳрес тетӗн-и-ха?» — тесе ыйтать. Вара баржасем пек трактирелле саланаҫҫӗ. Вакунсем питӗ нумай, ҫавӑнпа та кашни ҫирӗм миллиард вакун пуҫне пӗрер проводник кӑна лартма шут тытрӗҫ. — Ӑҫтан пулӑ шӳрпи ҫитӗр вӑл: ҫынни хӑрах урипе тупӑкра тӑрать! Ун патне ҫывӑхарах пыма хӑтланса пӑхас пулать. — Алексей тенкел ҫинче кӑртах сиксе илчӗ. «Сывӑ-и, юлташсем!» — тет. Темиҫе самант хушши Мересьев тӗлӗнсе хытса тӑчӗ, унтан сестра патне уксахласа пычӗ те ун ӳтне чиксе лартнӑ кинжала туртса кӑларчӗ. Сунӑр ӑнӑҫман пирки пирӗн лашасем ӗшенсех ҫитменччӗ-ха: вӗсем малалла сиккипе пыраҫҫӗ, кашни самантрах эпир ҫывхарса та ҫывхарса пыратпӑр. Майӗпен унӑн шикленесси пӗтрӗ те, вӑл калаҫма пуҫларӗ. Эпӗ хамах куратӑп. Халь ӗнтӗ ӑна сад кӗтессинчи йывӑҫ тӗмисем хускалнӑн туйӑнчӗҫ. Ҫак кун татах тепӗр хурлӑхлӑ ӗҫ пулса иртнӗ: Трофим качака таки пусса ӳксе вилнӗ. — Асаилӳсем… — Вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Бернуили сӑмсахӗнчен пуҫласа материк ҫине кӗрет те, ӑна Туфольд бухтине ҫитсен пӑрахса хӑварать. Эсӗ-и-ха кукамай хутаҫне ҫӗклесе пыраканӗ? Эпир пурнӑҫӑн никӗсне хуракансем пулнӑ, кирпӗчсем вырӑнне ҫӗре хамӑр выртнӑ, — халь пирӗн ӗнтӗ малалла этажсем тӑвас пулать… парӑр пире ӗҫ ирӗклӗхне! Чӑнах та, ҫав ҫынсем мана ҫывӑрнӑ вӑхӑтра вӗлерме тытӑнса пӑхнӑ пултӑр. — Мӗн туртса кӑларатӑп эп? — тарӑхса кӑшкӑрнӑ Люба. Эпир ҫул ҫинче вунӑ эрне ҫӳрерӗмӗр. Ҫак вӑхӑтра мана, пит нумай ялсемпе уйрӑм килсене шутламасӑр, вунсакӑр пысӑк хулара кӑтартрӗҫ. Артамонова ҫак ҫӑмӑл, кулӑшларах старик, ӑста работник питӗ кӑмӑла кайнӑ, вӑл Серафим пурин кӑмӑлне кайнине те пӗлнӗ, фабрикӑра ӑна «йӑпатакан» тесе чӗннӗ; «Ҫук, унта ӗмӗлкесенчен хӑпма, мӗльюн-мӗльюн ҫухрӑмпа чаракланма ҫӑмӑлрах пулать, — шухӑшлать Лось. — Ак ҫакӑн пекех, ҫак ҫӗрлехи пекех — ҫӑлтӑр ҫине пӑхатӑн та пӗлетӗн: ку — ҫӑлтӑрсен хушшинче ишекенни — эпӗ пӑрахса хӑварнӑ Ҫӗр. Аманнисене васкавлӑн лавсем ҫине вырнаҫтараҫҫӗ, пушӑ лашасене тупӑсем кӳлеҫҫӗ, ҫар снаряженийӗсенчен мӗн-мӗн пӑрахса хӑвармалли ҫинчен хӑрушӑ решенисем йышӑнаҫҫӗ. Анчах вӑл канашсем итлемест. Мӗншӗн ҫапла каларӗ? Часах лав айӗсенче харлаттарса ҫывӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ. Ҫакӑ пӗртте хам кӗнекесенче вуласа пӑхнӑ пурӑнӑҫ пек мар-ҫке! Айртон пурпӗрех нимӗн те чӗнмест. Кӑшкӑрнӑ сасӑсем ӳссе, йышланса пычӗҫ, унта та кунта хускалчӗҫ, пур ҫӗртен те ҫынсем чупса пырса Сизовпа Павел амӑшӗ тавра пухӑнчӗҫ. Пӳлӗм шӑпланчӗ. Вӗсен чи пысӑк телескопӗсем те виҫӗ футран ытла иртмеҫҫӗ, ҫапах та вӗсем пирӗн ҫӗр футлӑ телескопсенчен те авантарах кӑтартаҫҫӗ. Эсӗ! Артура гаваньпе юнашар ларакан вӑтам ӗмӗрти пысӑк крепоҫе хупнӑ. Каначӗсем мачтӑсене ҫавӑрса явкаланнӑ, вӗсем, ҫак хура улӑпсемпе пӗрех, тинӗс тӗпӗнчен тетел пек сырӑнса тухнӑ шыв курӑкӗсем евӗрлӗ. — Шутламан. Юлашкинчен манӑн та вӑйӑм пӗтсе ҫитрӗ. Ун сӑмахӗсене илтсен, Куприяновна вут лекнӗ типӗ тар пекех пулса кайрӗ: — Халапусене эсӗ асаннӳне каласа пар, мана мар! Сыснана хупнӑ унта эпир… Манпа мӗн тӑвас тетӗр, ҫапла тӑвӑр. Эпӗ ещӗк хупӑлчи ҫинче канат кашӑртатнине тата ӑна ункӑ витӗр тирнӗ чух вӑл кӑшт чӑкӑртатнине уҫҫӑнах илтрӗм. Чалӑш Макҫӑмӑн та, Качакан та, Мутӑн та, Прокопчуксен те, Гордий Олефирӑн та… X … ая княжна вилсе выртрӗ те, ӑна ҫав кунах манчӗҫ. — Ҫапла, ҫапла. — Ҫӗмрӗк пӑрахут ҫинче. Анчах вӑл хӑй вырӑнӗнчех. Сире каламалли те кирлӗ мар, эсир манӑн арӑма ахаль те лайӑх пӗлетӗр: чунӗпе вӑл ангел, унӑн ырлӑхне сӑмахпа каласа пама ҫук… Шӑнкӑрав сассине илтрӗ пулас. Вӑл, вӑл — кӳлепинченех палларӑм. Салтак ним чӗнмесӗр койка ҫине ларчӗ. — Унчченхи пек шавлӑ сывламасть. — Шӑпрах! Кӑнтӑрла чикӗ урлӑ каҫса кайма ҫӑмӑлах мар, анчах ҫӗрле вара хӑлхуна чӗрӗ тыт. Хӑй валли вӑл эрех ыйтса илнӗ, унтан, сӗтел хушшине кӗрсе ларса, салхуллӑн ӗҫме пуҫланӑ, ӗҫнӗ май — ҫуртри хӗвӗшӗве тӑнланӑ. Ҫавӑ сӑн — чӑн пулнӑ-ши е вӑл унӑн ӑс-пуҫӗ пӗлсе ҫитмелле мар, темскерле ҫӗнӗ явлени, халиччен те унӑн пуҫӗнчен кайман леш явлени пеккискер пулнӑ-ши? Комендатура патӗнчен хурӑнсем патне ҫити уҫӑлса тӑнӑ хушӑпа нимӗҫ салтакӗ аллисене сулласа, чупса иртсе кайрӗ, унтан Квейс, йывӑр туртакан лаша пек, атӑ кӗлисемпе хыттӑн шаклаттарса, утса иртрӗ. Ӑна хуйхӑ пит тарӑнах пырса тивнӗ, анчах ҫав хуйхӑ тепӗр кӑмӑл-шухӑшне пусса, хупласа илме пултарайман; ку кӑмӑл-шухӑш тӑванла ҫыхӑнуран та вӑйлӑрах пулнӑ. Сид мистер, хам тӑрӑх ҫӳренине туйрам, чӑнах, сэр! Пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх ҫӳрерӗҫ вӗсем. Ялта пурӑнакан хӗршӗн шӑнкӑрав сасси пурӑнӑҫри пысӑк япалах пулса тӑрать, ҫывӑхри хулана кайни пурӑнӑҫри пӗр самант вырӑнне пулать, пӗр-пӗр хӑна пыни вара нумайччен асран каймасть, тепӗр чухне вӑл ӗмӗрлӗхех асра юлать. Крыльца патӗнче извозчик тӑратчӗ тата йытӑ выртатчӗ. Чи малтан — йӑвашшисенчен, лӑпкисенчен хӑра, вӗсем арҫын ҫумне сӗлӗх пек тӑрӑнса лараҫҫӗ те, ӗмеҫҫӗ те ӗмеҫҫӗ, — пӑхсассӑн, хӑй вӑл — ҫав-ҫавах,» ачаш та ҫепӗҫ. Эпӗ «кивҫен илме» тетӗп, мӗншӗн тесен манӑн атте ялан ҫапла калатчӗ, анчах Том: «Ку — кивҫен илни мар, ку вӑрлани, — тет. Хӑранипе кӑвакарса кайнӑ сӑнӗсем тинех кулкалам пек турӗҫ. Анчах индеецсем патне эпӗ Томпа Джимран маларах тухса таратӑп пулмалла, мӗншӗн тесен Салли аппа мана ывӑллӑха усрава илесшӗн. Вӑл кӗсйинчен ҫуллӑ сӑрӑ тюбикне кӑларчӗ та хапха умне пырса тӑчӗ. «…Михаил Квакинпа йӗрӗнчӗк Фигурӑна ыран ирех эпир янӑ ҫынсем кӑтартнӑ тӗле тухма хушатпӑр, хӑвӑрпа пӗрле ирсӗр шайккӑра тӑракан ҫынсен спискине те илсе пынӑ пултӑр. Хӗрарӑм тытӑнчӑклӑн, аран-аран илтӗнмелле сасӑпа: — Мишель-Флешар, — терӗ. Ку вӑхӑт тӗлне эпӗ (калас-тӑк, пӗтӗмпех калас) пӗр пӗчӗк хаҫатра икӗ вӗлерӳпе те пӗри хӑйне хӑй вӗлернипе ҫыхӑннӑ калав ҫаптарса кӑларма ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, унтан ҫыравҫӑшӑн йӑла-йӗркене сӑнани усӑллӑ пулнине теори тӗлӗшпе пӗлкеленӗ. Хӑвӑртрах! Ҫак юн ӗҫен ушкӑна пӑхмашкӑн халь хӑрушӑ та, кулӑшла та. Вӑл халь пӗр азиатла уява тухнӑ ушкӑн пек курӑнать. — Мана ахаль те лайӑх. Кӑтартӑп эпӗ сана, ватӑ йытта! Тӗрӗссипе пӗлтерсе тӑманшӑн тата ҫамрӑка йӗркесӗр ӗҫӗсенче пулӑшса пынӑшӑн, сана сысна кӗтӗвӗ пӑхма яратӑп. — Епле апла? — кӳренчӗ Андрей, аттине хывма чарӑнса. Хаклӑ Иван Павлыч! Анчах каярахпа ҫав чӗрчунсене хыҫалалла хӗссе кӑлараҫҫӗ, вӗсене курса уява пухӑннисем ан йӗрӗнччӗр тесе шутлаҫҫӗ гуигнгнмсем. Ӗлӗк пурнӑҫа таҫта аякра туса пыратчӗҫ, ӑна кам тата мӗн валли туни паллӑ марччӗ, анчах халӗ нумай ӗҫсем унӑн куҫӗ умӗнче, вӑл пулӑшнипе пулса пыраҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе Негоро ҫӗрте выртакан ҫамрӑка хытӑ тапрӗ. Ирхи ҫил тухӑҫран вӗрет те чечеке ларнӑ иҫӗмӗн тутлӑ шӑршине — резедапа пиҫнӗ эрехӗн чӗнкӗркке техӗмне — сапалантарса салатать тавраналла. Карчӑк ман ҫыхӑсем ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ те ҫийӗнчех кӑмака еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ҫурӑмӗ ҫинчи ҫӑмӗсем унӑн шӑртланса тӑнӑ, йынӑшкаласа йӗрсе вӑл тискер кайӑк тирӗсенчен тунӑ выртмалли ҫӗре кӗнӗ те, тӳрех хӑйӗн ҫывӑх юлташӗ Синопа ҫумне хӗсӗннӗ. Аван пӳрт, икӗ кӑмака, центрта ларать. Унтан Марийка вар леш енчи хуран курӑнма пуҫланӑ шӗшкӗ тӗмисем ҫинелле пӑхса, пӗр минут хушши пек лӑпкӑн ларчӗ. — Тупӑшатӑп, пӗлместӗн тесе. Ҫак Уйӑхӑн пӗр талӑк тӑршшӗ ҫӗр ҫинчи ҫирӗм тӑхӑр талӑкпа танлашать. Унӑн ҫуррине кӑнтӑр кунӗ, ҫуррине каҫ йышӑнать. — Апла кунта пӗр ҫӗр каҫас тесен те виҫҫӗр аллӑ тӑватӑ сехет ирттермелле пулӗ? Чӑрсӑр! Аптраса ҫитнӗ Огняновӑн ирӗксӗрех ҫак ушкӑнпа пӗрле пымалла пулчӗ. Ку иккӗмӗш операци тума чарса тӑчӗ, эпӗ уксах пулса юласран врачсем чӑнласах шикленме пуҫларӗҫ. Анчах сасӑсене шутланӑ чухне Давыдов пӗри алӑ ҫӗклемесӗр юлнине асӑрхарӗ. — Индеецсем пурте ҫурҫӗрте. Флорес генерал хыҫҫӑн кайнӑ. Роберт йӗнер ҫинче хӑйне питӗ аван тытать. Гленарван умӗнче вӑл хӑй юланутпа ҫӳреме пултарнине кӑтартса парать. Хама йывӑр килсен, эпӗ ӑна уҫса пӑхатӑп… Ҫавӑн ҫинчен пуҫупа шухӑшласа пӑхнӑ-и эс? Вӑл, ҫил ҫинчен епле пулсан та сахалтарах парӑнас тесе, дрейфа выртма шутларӗ. — Пилӗк ҫул ӗлӗкрех эсӗр мана хӑвӑр аҫун кухнинчен хӑваласа кӑлартӑр, эпӗ унта мӗн те пулин ҫимелли ыптма кенӗччӗ. Эпӗ ырӑшӑн пыман терӗр эсӗр. Эпӗ уншӑн сире ҫӗр ҫултан та пулин тавӑратӑпах тесе тупа тусан, сирӗн аҫу мана, ҫапкаланчӑк вырӑнне шутласа, тӗрмене хуптарчӗ. Эпир чуптурӑмӑр, унтан ҫавӑнтах пӗр-пӗрне ыталаса таҫта тухса утрӑмӑр, алӑкран тухсан вӑл мана тепӗр хут чуптуса илчӗ. Харсӑр матрос савӑннипе сиккелесе илчӗ. — Эпӗ хатӗр, сэр! — терӗ вал. Чӑнах та, пӗр виҫӗ кун хушши хӗрача пачах килмерӗ. Эпӗ тинкеререх пӑхрӑм та ҫапла, хамӑн ӗлӗкхи палланӑ качча асӑрхарӑм. Кам та пулин ӑсатӗ сана. Ӑна пӗлӗш-тантӑшӗсем ҫавӑрса илнӗ, ачашланӑ, йӑпатнӑ; вӑл, вӗсене итлесе, пурте хӑйне шелленине, пуриншӗн те хӑй хаклӑ пулса тӑнине ӑнланнӑ. Пӗррехинче ҫапла, — ҫак кун манӑн зачет тытмалли чи йывӑр вӗҫевсенчен пӗрне тумаллаччӗ, — машина ҫинче ларнӑ ҫӗрте, эпӗ хамӑн инструктор аллинче хаҫат куртӑм. Мӗнле пурӑнӗҫ вӗсем унсӑрӑн? — Кирлӗ мар! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. Ҫӗнтерӳ кунне кӗтсе иличченех пурӑнас килет. Япӑх работник-и? Вӗсем те ҫавӑн пекех. «Епле хуллен хускалса илет шыв, сӑпкари ача пек!» терӗ Ганна, пӗве ҫине кӑтартса; пӗве хӗрринче хура та тӗксӗм вӗрене вӑрманӗ ӳссе ларнӑ; макӑракан йӑмрасен мӗскӗн тураттисем шыва усӑнса аннӑ. Ҫук пулсан, суд та ҫук. Чухӑнлӑх — айӑплӑх мар, теҫҫӗ. Манӑн шухӑшлас пулать, — терӗ вӑл. Паллах, халь ун пек ыйтусемпе пуҫа ҫӗмӗрме иртерех-ха. Шуранкӑ сӑнлӑ судья куҫ хупаххине ҫӗклерӗ, куҫне айӑпланакансем еннелле чалӑштарса пӑхрӗ, аллине сӗтел ҫинелле тӑсса, хӑйӗн умӗнче выртакан хут ҫине кӑранташпа чӗрсе илчӗ. — Кала ӗнтӗ часрах! — тенӗ сунарҫӑ. — Ан кӑшкӑр, — чарчӗ ӑна Озеров. Вӑл ҫӳллӗ те яштака пӳллӗ, сенкер ачаш куҫлӑ, ҫӳҫӗсем ылтӑн тӗслӗ йӑлтӑртатаҫҫӗ, ӳчӗ шурӑ-кӗрен тӗслӗ, чи кирли вара — ун сӑнӗ хаваслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ, ӗненмелле пулни; пӗрре пӑхсах ӑна кӑшт айванрах та теме пулнӑ; ӗлӗкрех ун пек сӑнлӑ ҫынсене сумлӑ дворян ҫемйисенче ӳснӗ «ашшӗ» ачисен хушшинче час-часах тӗл пулма пулнӑ; ун пеккисем пирӗн анлӑ ҫурма ҫеҫенхирлӗ кӗтессенче ҫуралса, мӑнтӑрланса ӳснӗ ӗнтӗ; вӗсем кӑшт силленерех утаҫҫӗ, сасси кӑшт пӑшӑлтирех вӗсен, вӗсем ҫине пӑхса илсенех, ача пек йӑл кулса яраҫҫӗ… Нумай выртмарӗ вӑл, унта темиҫе ҫын ҫӳренине сӑнаса илчӗ. Пуҫӗ анчах гипс ӑшӗнче ҫӗклейми йывӑррӑн выртать, ӑна ниепле те вырӑнтан тапратма ҫук. Анчах куҫҫулӗсем чарусӑр юхнӑ, вӑл вӗсене питҫӑмартисемпе сухалӗ ҫинчен ывӑҫ тупанӗсемпе шӑлса антарнӑ, унтан пӗр ывӑҫ тупанне тепринпе вӗсем типичченех сӑтӑрнӑ, кайран вара хӑйӗн шыҫса кайнӑ хӗрлӗ аллисем ҫине ним тӗлсӗр пӑхнӑ. Нагульнов вара тухса кайма тӑрсан тин:— Любишкин ҫыннисем пурте утӑ ҫулма кайнӑ теҫҫӗ, эсӗ тӗрӗслемен-и? — тесе ыйтрӗ. — Чипер хӗр ҫине пӑхни ҫылӑх-и? Кашни уйӑхрах сана тӑватшар пенс кӗмӗл укҫа парса пытӑм. Анчах вӑл — именсе, кӑмӑлсӑртараххӑн ӳкӗтленӗ хыҫҫӑн амӑшӗ килӗшсен — часах хавасланса кайрӗ. — Вӑл аптӑрасах ҫитнӗччӗ. Ҫак ҫулпа малтан Англи флочӗн лейтенанчӗ Верней-Ловетт Камерон иртнӗ. — Мӗн тума юлмалла-ха? — тавӑрчӗ Базаров. Шырланпуҫ ҫийӗн, шӑрӑх ҫу кунӗсенче тӗсӗ кайнӑ ҫӳллӗ тӳпере, ҫаплах шурӑ пӗлӗтсем, халӗ ӗнтӗ кӗрхи пек ҫӑра пӗлӗтсем, шӑваҫҫӗ. Шырлан ҫырми хӗрринчи тирексен ҫулҫине хура-кӗрен тӗс ҫапрӗ, ҫырма шывӗ те ӗнтӗ тӑрӑрах та сивӗрех; шкултан инҫех мар, хуторти урам тӑваткалне пытарнӑ Давыдовпа Нагульнов тӑпри ҫине кӗрхи хевтесӗр хӗвел ӑшшинче шупка симӗс, имшеркке курӑк шӑтса тухрӗ. Акӑ, эсир калатӑр, пирӗн патӑмӑрта хӑтлӑ-канӗҫлӗ, тетӗр. Гленарвана кӗрешӳре ҫӗнтерчӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата — тавлашуллӑ именисене — крепостнойсене ҫирӗплетнӗ хучӗ тӑрӑх, крепостной мар ҫӗрсене розыск тӑрӑх хуҫисене ҫирӗплетсе пама хушнӑ. Ӑна паян ӑҫта тупрӑн, вӑл ҫавӑнтах пулӗ. Анчах виличчен вӑл ҫапах та каласа хӑварма ӗлкӗрчӗ: дивизи тӑракан участока нимӗҫсем ноябрӗн 7-мӗшӗнче ирхине килсе ҫапма хатӗрленеҫҫӗ-мӗн. Кашни пӗчӗк япалашӑнах тӗрлӗ вырӑнта ӗҫлекенсене тӗртме, хӗстерме тивет. Санин ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн, сӗтел ҫине хӑйӗн визитнӑй карточкине пӑрахса, сӗтел хушшинче ларакан офицерсенчен пӗри хӑй турилкки ҫине ӳкернӗ Джемма розине хӑвӑрт ярса илчӗ. Январӗн 9-мӗшӗ Мӗншӗн-ха ҫав тери йывӑр? — Кам, Гертруда? — Яланах ҫӗнтерет! — ответленӗ ӑна хреснашшӗ, сиввӗн шӑлне йӗрсе. — Итле, Лукашка! — терӗ урядник, вилнӗ ҫын ҫинчен хывса илнӗ кинжалпа пӑшалне аллинче тытса тӑраканскер. Мӗн шут тытнӑ? Вырӑнта сахал ҫын юлать; вӗсен хушшинче Зеб Стумп. — Тӗрӗс-и ӑна ҫак ҫулпа илсе килеҫҫӗ тени? Очумелов аяккинелле пӑхрӗ те, Пичугин хуҫан вут складӗнчен виҫ уран сиксе каялла пӑхкаласа йытӑ чупса пынине курах кайрӗ. Хӗрсемпе ҫамрӑк хӗрарӑмсенчен арча тӗпӗсенче нумайранпа выртнӑ ҫи-пуҫсен уҫӑ тутлӑ шӑрши, писев шӑрши перет. Пирӗн ҫӗре тытса тӑма мӗнле право пур сирӗн? Ӑслисем!.. — Маман, эпӗ сана пӗчӗк шӑнкӑрав парнелерӗм, — астутарчӗ княжна. — Епле? — тесе тӗлӗнсе кайрӗ Элен. — Радка, эс мана чӗнтӗн-и? Анчах фактсене хирӗҫ каяймӑн: акӑ пичет пуснӑ хутсем выртаҫҫӗ, вӑл хутсем тӑрӑх тӳлесек пулать. Унӑн Джеммӑпа иккӗшӗ ҫеҫ пулнӑ ҫӗрте сывпуллашас килнӗ. Унтан Мэри Томӑн капӑр костюмне туртса кӑларчӗ, икӗ ҫул ӗнтӗ вӑл костюма вырсарникунсенче ҫеҫ тӑхӑнкаланӑ. «Леш, тепри», — теҫҫӗ вӑл костюм пирки. Ҫакӑн тӑрӑх эпир Томӑн мӗн чухлӗ костюм пулнине пӗлме пултаратпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, унпа кирек мӗнле ҫыхӑну тытма та калама ҫук йывӑр мана. — Пуля пек ҫенӗхе! Ҫав самантрах ҫуртӑн иккӗмӗш хучӗ, пӗтӗм таврана вут-хӗм сапса, йӑтӑнса та анчӗ. Хулпуҫҫийӗсем ҫине вӑрӑм вӑлта аврисем хурса ачасем чупса кайрӗҫ, тӗреклӗ мужиксем пирӗн лавка умӗнчи ҫынсен ушкӑнӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхкаласа, картусӗсемпе кӗҫҫе шлепкисене ним чӗнмесӗр хывса иртсе каяҫҫӗ. Сасартӑк ҫав пурӑнӑҫ ним сас-чӗвӗсӗр тенӗ пекех пулнине, сасӑсем тӗлӗшӗнчен чӗлхесӗр пекех чухӑннине туятӑп. Сирӗн вара пурӗ те пӗр шухӑш — тӗрӗслевре епле пулсан та начальствӑна юрасси. Запорожецсем тимӗрҫе чавсинчен тӗккелеме тытӑнчӗҫ; мӗн ку, ухмаха ермерӗ пулӗ-ҫке? — Мӗнле хӗр? Ҫавна мустангер ӑссӑрланса аташса выртнипе «ӗҫлеме» ан кансӗрлетӗр тесе тунӑ. Пире те капут, сире те капут пулма пултарать! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗҫ ҫынсем самолет ҫуртсем хыҫне пытаннӑ хыҫҫӑн; малтанхи йӗркепех кухньӑсем умне черете тӑчӗҫ. Вал пире юрласа паратчӗ, лезгинка ташласа кӑтартатчӗ… Вунӑ ҫынна яхӑн вырӑнӗсенчен тӑнӑччӗ ӗнтӗ, анчах тахӑшӗ:— Ан тив, вӑл хӑй шлепкине йӑтса пуҫтарса ҫӳретӗр! — терӗ. Унӑн пуҫ мимминче шухӑшсем ҫавӑрӑнса тӗрлӗ сӑнсем тухса тӑнӑ: пушхир тӑрӑх тӑсӑлса выртакан чугун ҫул линийӗсем; Мексикӑри жандармсемпе Америкӑри констебельсем; тӗрмесемпе острогсем; водокачка патӗнчи ҫапкаланчӑксем — ҫаксем пӗтӗмпех ун Одиссейӗн Рио-Бланкопа стачка хыҫҫӑнхи йӗрӗнтерсе ҫитернӗ асран кайми хурлӑхлӑ панорамисем пулнӑ. — Пӗрремӗшӗнчен, ҫав ухмахсене итлес мар тесе (вӑл сцена ҫинелле кӑтартрӗ; унта ку самантра актер вырӑнне актриса уланӑ, вӑл та чавсисене лешин пекех малалла тытса тӑнӑ), иккӗмӗшӗнчен, ман сире парӑм пур: ӗнер мана эсир хӑвӑр ҫинчен каласа кӑтартрӑр. Чӑннипе — мӗн? Чӑннипе — усӑсӑр япала вӗт ку пӗтӗмпех. Тӗрӗслев умӗн яланах ҫаплалла вӗткеленеҫҫӗ вӗсем. Ялан тата ытлашшипех. Миллиард ҫулсем хушшинче унта ҫынсем пек культурӑллӑ чӗрчунсемех пулса кайма пултарнӑ. Анчах ҫавӑн пек пулнӑ хыҫҫӑн манӑн унпа та сыхланарах калаҫас пулать. Мӗн шуйттанӗ шыраса? — Ҫук… Кирлӗ мар кун ҫинчен, — терӗ те вӑл, куҫӗсем унӑн йӑлӑнса тилмӗрекен ачанни евӗрех пулса кайрӗҫ. Вӗсен техники вӑйлӑ пулмалла, мӗншӗн тесен эпир, Ҫӗр ҫинчи ҫынсем, хамӑр планета ҫинче марсиансем тунӑ канал пек каналсем чаваймастпӑр: марсиансен каналӗсем телескоп витӗр курӑнаҫҫӗ пулсан, вӗсем вуншар е ҫӗршер километр сарлакӑш пулма кирлӗ! — Ҫук, калӑр-ха: чӑнахах мӗн те пулин пулать-и вара кӗҫӗр? — терӗ Гальцин, Калугинпа юнашар чӳрече янаххи ҫине выртса бастион тӗлӗнчи тӳпенелле улӑха-улӑха каякан бомбӑсем ҫинелле пӑхнӑ май. Санин ӑна, нимӗнле каҫару та ыйтмастӑп, эпӗ айӑплӑ мар — тесе ответлерӗ. Ӗлӗк-авал Италирен Швейцарие кайма йывӑр пулнӑ: ҫак кӳршӗллӗ ҫӗршывсене ҫӳлӗ Альпа тӑвӗсем уйӑрса тӑраҫҫӗ. — Мана нимӗн те кирлӗ мар, сэр, эпӗ иртсе каясшӑн кӑна, йыттӑрсем ирттерсе ямаҫҫӗ. Иха куҫҫуле пула хӗрелнӗ куҫӗсене пӑрчӗ: — Тӳпе ывӑлӗ, эсир паян пӗччен апатланатӑр, — унтан Иха Аэлитӑн савӑт-сапине шурӑ чечек ҫыххипе витрӗ. — Ҫавӑ, ҫавӑ, — ҫирӗплетрӗ Гаррис. — Ха! Вӑл, яланах ҫурӑм ҫинче выртса, бинтсем хушшинчен нимӗне те палӑртман тӗлсӗр куҫӗсемпе маччаналла пӑхнӑ. Джемма тӳрленсе ларчӗ. — Буфетҫине эпӗ, калӑпӑр, шутламастӑп… ҫапла… Анчах штатски тесен… мӗнлерех каламалла иккен куна?.. Ҫапла… Ну, вӑл йӗркеллӗ ҫын пулсассӑн, улпут тата ытти те… мӗн тума хӗҫпелен тапӑнӑп-ха эпӗ ӑна, пуш алӑллӑскерне? Хӑш чухне Ефимушка нумайччен шухӑша кайса, ним те курмасӑр-илтмесӗр ларать; сарлака шӑмӑллӑ сӑнӗ-пичӗ ҫемҫелсе кайнӑ пек пулать, кӑмӑллӑ куҫӗсем тата кӑмӑллӑрах пӑхаҫҫӗ. Сирӗн вӑй-хал нумайлӑха ҫитсен — стариксене ҫӗнтеретӗр эсир, — хастарлӑх пысӑк сирӗн… Радуб ҫӗнӗ пӑшал иличчен ыттисем пурте чупса иртме ӗлкӗрчӗҫ. Маркиз чи кайран тата пуринчен майӗпентерех иртсе кайрӗ. Княжнин. — Олеся… А эпӗ мӗнле вара? Ман пирки шутласшӑн та мар эсӗ! — Приказчику ҫавах-и-ха? Утрав ҫийӗнчи тӑпра чуллӑ, кунта нимӗнле ӳсентӑран та ҫитӗнмест. Асту ҫав, — терӗ. Эпӗ Белогорск крепӑҫне туртса илнине аса илтӗм; анчах та ӑна, хам хирӗҫлесе каласшӑн пулманнипе, пӗр сӑмах та чӗнмерӗм. — Сирӗншӗн паян ун пек калаҫу, тен, йывӑр та пулӗ? Ӑна шӑтӑкран шала кӗрсе ӗлкӗреймен колоннӑри ҫынсем пурте пӑхса тӑчӗҫ. Боецсене тата тепӗр хут пӑхса илсе, Юргин вут чулне меллен, ҫине-ҫинех ҫапма тытӑнчӗ… Ҫапах та вӑл ку тӗлӗкех пулнине йӑлтах ӗненесшӗн пулмарӗ. Колибри тӗкӗнчен капӑр эрешсем тума пӗлекен индеецсем ҫак ытарайми хӳхӗм вӗҫен кайӑка поэтла ятсем панӑ. Сире кам интереслентернине эпӗ пӗлместӗп. Голокопытенко калама та ӗлкӗреймерӗ, Вовтузенко персе ҫитрӗ. «Инкек, атаман, тата ҫӗнӗ вӑй килет! Халӗ эпӗ ирӗкре. Хӑрах куҫлӑ кушак ҫурипе чӳрече рамкине хулана хальтерех ҫеҫ килнӗ хӗрачана пар, Сид, ӑна тата ҫапла кала… Сид текех итлесе тӑмарӗ, йӗмне ярса тытрӗ те алӑкран тухса вӗҫрӗ. Ҫулӑм пур еннелле те хӑвӑрт сапаланса кайрӗ. Эпӗ кибиткӑран тухрӑм та мана хӑйсен начальникӗ патне илсе кайма ыйтрӑм. «Хамран унта та тараймастӑн. Хӗрарӑм ун ҫине лӑпкӑн пӑхса илнӗ, унтан, пӗрер самант шухӑшласа ларсан:— Ахаль юратма — иртерех… — тесе татӑклӑн ответленӗ. Унтан, утне хапхаран кӑларнӑ хыҫҫӑн сасартӑк пуҫне силлесе илчӗ те ут ҫине кушак пек сиксе утланчӗ, чӗлпӗрне ҫавӑрса тытрӗ те, шик шӑхӑрса ярса, урам тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Эпир малалла каятпӑр, эсир кунтах юлатӑр. Эмиль вара, хӑвӑрт хӗрелсе кайрӗ — ун пек ӗнтӗ иртӗнтерсе янӑ ачасем яланах хӗрелеҫҫӗ — аппӑшӗпе калаҫма пуҫларӗ, хӑнана кичем ан пултӑр тесе шутлатӑн пулсан, терӗ вӑл, ӑна Мальц комедийӗсенчен хӑшне те пулин вуласа панинчен, урӑх нимӗн те лайӑхраххи шутласа кӑларас ҫук, эсӗ вӗсене лайӑх вулатӑн. — Эпӗ хам та, — терӗ Паганель. Мӗнле шухӑшлатӑр-ха эсир, аттеҫӗм? Умрихин тилхепене ҫавӑрттарать кӑна, пӗр-икӗ хутчен вӑл Андрее те лектерсе илчӗ, анчах Андрей уншӑн пӗр сӑмах та шарламарӗ: тинех каяҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем! — Тата виҫӗ ача. Исидора Коварубио де-Лос-Ланос». Лавкасемпе хупахсен уҫӑ алӑкӗсем ҫут тӗнче ҫинелле выҫӑ карланкӑсем пек пӑхса тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫывӑхӗнче ыйткалакансем те пулин курӑнмаҫҫӗ. Манӑн ят тӗксӗмлене пуҫларӗ. Ҫын вӗлерме шухӑш тытрӑн пулать? Эпӗ ун ятне каласан, комисси ӑна та чӗнтерӗ, тесе шухӑшласа илтӗм; унӑн ятне тӑшмансен ирсӗр элекӗпе варалас шухӑш, ӑна хӑйне те вӗсемпе хире-хирӗҫ тӑратса ыйттарас хӑрушӑ шухӑш мана ҫав тери хӑратса пӑрахрӗ те, эпӗ пӳлӗнсе пӑтранса кайрӑм. Эпир пурне те хӑратса тӑрӑпӑр та усӑ кӳрӗпӗр. Ӑна — ҫӗрле алӑка мӗншӗн питӗрсе выртатӑн тесе ыйтас пулсан — мӗнле тавӑрса каласси асаплантарать. Петр та, пуҫне усса, кунтах ларать, ҫав-ҫавах хуйхӑллӑ, анчах ыттисен ӗҫне хутшӑнсах та каймасть. Ҫыру пӗтӗмпех ачаш та питӗ лайӑх пулнӑ. Мӗнле план-ха вӑл, пӗр чӑрмавсӑрах пурнӑҫланать пулсан? Эпӗ халь пурне те пӗлӗп». Колонна пӗр виҫеллӗн утса пырать. Сулахай пит шӑмми тӗлӗнче унӑн пысӑк шӑйрӑк, — такӑшӗ тёркӑпа хырса илнӗ тейӗн. — Тусӑмсем, — терӗ вӑл, — сирӗнсӗр пуҫне «Пилигрим» ҫинче урӑх экипаж ҫук. Ыйт ху… — Вӑл тутине ҫыртрӗ. Кӗлтунӑ чухне эпӗ йӗркене уяса йӗтӗм, сӑхсӑхкаларӑм, пуҫ тайрӑм, анчах ӑшӑмра пачах кӗлтумарӑм, лӑпкӑнах тӑтӑм; ҫие тӑхӑннӑ ҫӗнӗ пӗчӗк фрак хулайӗнчен хӗстерни пӑшӑрхантарчӗ, шӑлавар пӗҫҫисене ытлашши варалас марччӗ тесе шухӑшларӑм, кунти мӗнпур ҫынсем ҫине вӑрттӑн сӑнаса пӑхкаларӑм. — Кӗркунне. Эпӗ вӗт пурпӗрех унӑн пӗр сӑмахне те ӗненместӗп. Яскульскисем, маттур рыцарь пулнӑскерсем, сайра хутра мар хӗҫ вырӑнне требник тытнӑ, тӳпери ӗҫсем пирки яланах лайӑх чухланӑ, ҫавӑнпа та санӑн мана ӗненмеллех. Джемма ун юлашки сӑмахӗсене илтмерӗ пулас — «Ну, нимех те мар!» шутласа илчӗ вӑл каллех. Вӑл ӑна Кэмден-Бриджери катастрофа ҫинчен каласа «Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди хаҫачӗн» номерне кӑтартрӗ. Ача вырттарнӑ кравате чӳрече витӗр курмалла пултӑр тесе, Женя кантӑк каррине аяккинелле сирсе хучӗ. Арман чулне илсе тухса килелле кустарма тытӑнтӑмӑр — ну тертлентӗмӗр те вара унпа! Мана ҫӑмӑл-им-ха тата? — Мӗнех, господасем, — терӗ вӑл ыйтуллӑн, — хускалма та вӑхӑт пулас ӗнтӗ? Каласа парӑрах ӗнтӗ хӑвӑр ҫинчен! Хӑвӑртрах кимӗ ҫине сиксе, тӑвалла васкарӑм, утрав тӗлне ҫитсен, тӳрех унталла ишрӗм. Н-ну вӑл купца, чаплӑскер, мана кӑларса ячӗҫ… Аристотелӗн «пӗрремӗш двигатель» теекен тӑххӑрмӗш тӳпине вара пуп таврашӗсем рай вырнаҫтарнӑ, унта турӑпа ангелсем, ҫветтуйсем пурӑнаҫҫӗ пулать имӗш. Ытах та вӗсем — хӑйсен таса ӗҫӗнчен хӑйсем валли ӑсса илекен ырлӑхпа тата мӑнаҫлӑхпа кӳпӗнсе ҫурӑлса кайсассӑнччӗ! «Мӗн эпир, ачсемӗр, тарҫӑсем-им? — Талӑкра плуг пуҫне пӗр теҫеттин, — сӗнчӗ агроуполномоченнӑйсенчен пӗри, Батальщиков Иван колхозник. Вӑл, аллисене халӗ те клавишсем ҫинчен илмесӗр, хӑйӗн пуканӗ ҫинче ларать, калаҫу шӑв-шавӗ витӗр тахӑшӗ хӑйӗн аллисене вӗри алӑсемпе сӗртӗннине туйрӗ. Ун пек пулас ҫук, факт! Совет влаҫӗ мӗнпур ҫӑмӑллӑха колхоза хирӗҫ пыракансене мар, колхозсене парать. Лида хӑй тавра хӗрсене пуҫтарать, хӗрсем хушшинче хӑйне валли юлташсем тупса, вӗсемпе ялан ҫыхӑну тытать. Хӗрсене пурӑнӑҫпа тата комсомол ӗҫӗпе интереслентерет. Вӑхӑт ман алӑра. Ирхине ирех ку тӗлтен хирте ӗҫлекен негрсем иртсе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем мана хӑйсемпе пӗрле илсе кайса ҫак вырӑна кӑтартрӗҫ — кунта йӗри-таврах шыв: ҫавӑнпа йытӑсем те сисмерӗҫ мана; кашни каҫах негрсем мӗн те пулин ҫимелли илсе килсе пачӗҫ тата эсӗ унта мӗнле пурӑнни ҫинчен пӗлтерсе тӑчӗҫ. Эпир ҫав ҫӗтӗк кӗпеллӗ айванран питӗ култӑмӑр: хӗре вара урӑх нихҫан та, нимӗн туса пама та йӑлӑнмарӑмӑр. Вӑл унӑн ним мар тумне те, тикӗт шӑршине те манать; лӑпкӑн шӑранакан юрӑ витӗр ӑна ҫемҫен пӑхакан кӑвак куҫлӑ, вӑрӑм мӑйӑхӗ айӗпе именсерех-кулсарах тӑракан ырӑ кӑмӑллӑ сӑн-пит аса килет. Магноли ҫумӗнче йывӑҫ тенкел пур. Монтанелли ҫав тенкел ҫине пырса ларчӗ. — Юрать, — терӗ Монтанелли, сасартӑк ҫав калаҫу йӑлӑхтарнӑ пекех Артур сӑмахне пӳлсе. Анчах ӑна хӑваласа ҫитӗҫ-ши? — Чӑтӑмлӑрах пулмалла географӑн! — тет ӑна Гленарван. Эпӗ ҫурҫӗр енче йывӑҫ-курӑк ӳсмен пушӑ хирсене юрпа витӗннӗ тусен шӗвӗркке тӑррисене курӑп тесе кӗтсе тӑратӑп, анчах эпир хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче ӗнсе кайнӑ сӑрт айккинче выртатпӑр. Тем курса тӑрӑн… Ҫук, тӗрӗсне каласан — таҫта дворник шӑпӑрӗ кӑштӑртатать, халь ҫеҫ вӑраннӑ ҫерҫисем чӗвӗлтетеҫҫӗ. — Эсир арестленисенчен кама та пулин юри намӑслантарас е мана тапӑ ӑшне кӗртсе ярас тетӗр! Ун пек тумасан, эпӗ хама ӗҫрен кӑларма ыйтатӑп, — терӗ вӑл. Ӑна цемент урайӗнче ҫара уран тӑма сивӗ пулас, вӑл ӗнтӗркенӗ. Ҫи-пуҫне Гремячири ытти мӗнпур хӗрарӑмсем майлах тумланса ҫӳрет, анчах кӑштах тасарах та тирпейлӗрех тӑхӑнать. Ӑна тӳррипе пуҫтарса хурсан, кам ҫавна хирӗҫ тӑрас пур-ха? Шӑтӑк хӗрринчех Олейник сасси илтӗнчӗ: — Ӑҫта эсӗ? Унӑн япалисене ханкӑрта пуҫтарнӑ май Иха ӳлесех йӗрет. Ҫак кулса каланӑ сӑмахсене чӑтма та хӗн. Тинех куҫӑм уҫӑлчӗ… Эпӗ ӑна пирен ҫӗршывра йӑхран-йӑха темиҫе сыпӑка куҫса пыракан, мӗн ачаранпах шурӑ-хура тӗслӗ, хура-шурӑ тӗслӗ пулать тесе ҫирӗплетекен, хӑйсене мӗншӗн ытларах тӳлеҫҫӗ, ҫавӑншӑн ҫине тӑракан ҫынсем нумай шутланни ҫинчен каласа патӑм. Ҫавӑнпа мар-и ҫынсем юрату валли каҫа уйӑрнӑ, вӑрласлӑхпа вӗлереслӗх пекех… — Итлетӗп. Ун лаши юнланнӑ йӗнерпе киле таврӑнчӗ. Унӑн пичӗ ҫинче ҫав тери кӑмӑл тӑвӑнни, йӗрӗнни тата ҫиленни палӑрчӗ, вара Оленин урӑх хӑйӗн нимӗн те кӗтмелли ҫуккине ӑнланса илчӗ; вӑл ӗлӗк, малтан, ҫак хӗрарӑм ҫинчен: вӑл хӑй ҫывӑхне яманскер, тесе шутлани пӗтӗмпех тӗрӗс пулнӑ-мӗн. Юлташӗ кайма килӗшмерӗ. Пирӗн, рабочисен, вӗренмелле. — Ан хуйхӑр, чӗкеҫӗм! Ҫав юр ҫинче выртакан килти ӑпӑр-тапӑрсем те тӗлӗнтерчӗҫ мана. — Унта ахаль паракан укҫа кӗрет пулсан, хӗл ҫитнӗ тӗле унта пулатӑпах эпӗ. Пӗр курупка шӑрпӑк пар-ха мана». Юлашкинчен капитан Кассий Кольхаун тухса тӑрать. Ҫил-тӑман питрен ҫапса тӑрмалать. — Кӑлӑхах пӗтерчӗҫ ҫынна… — Мантикорӑна тытас, — терӗ хӑйне Бенедикт пичче, — анчах ӑна ҫапса лапчӑтасран хӑрушӑ. Сан умӑнта чӗрӗ мужик кирек мӗнле лӑпӑртатсан та, ҫапах яланах сисӗнсе тӑрать: ун ӑшӗнче тата темскер тӑрса юлнӑ-ха, анчах ҫав юлашкийӗ вӑл — хӑйне валли кӑна, тен ҫав каламасӑр пытарса хунинче чи кирли пур пулӗ. Калаҫу, малтан тӗл пулнӑ чухне пулакан ытти калаҫусем пекех, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсем ҫинчен хускалчӗ. — Ҫапла ҫав! — хушса хучӗ амӑшӗ тулли кӑмӑлпа, ывӑлӗ савӑннӑшӑн хӗпӗртесе. Тӳррипех калас пулать, эпӗ характерлӑ хӗрарӑмсене юратмастӑпах: вӗсен ӗҫӗ-и вӑл характерлӑ пуласси! — М-да… — тӑсрӗ Панкратов. Эпӗ ҫемьеллӗ ҫын мар, пӗр вырӑнта ларма-тӑма пӗлместӗп. — Вӑл полицай пулать, — ӑнлантарса пачӗ Квейс. — Сирӗн кок пӗччен вӑрмана кӗрсе кайрӗ пулсан, аташса кайма та пултарать. Ара ӑна эпӗ сире ӳкерсех кӑтартам акӑ, — хайхи Кондрат чарӑнса тӑчӗ те калекӗн шӗвӗр вӗҫӗпе ҫӗр ҫинче лаптӑк чӗрсе кӑтартрӗ. Сехӗрленнӗ буфетчик кутӑн кайса ларчӗ. Шӑрпӑк сӳнчӗ, тимӗр хӑлӑпа хӑй вырӑнне чиксе хутӑмӑр та кайрӑмӑр. — Выляма хутшӑннӑшӑн пӗр пус, — мӑнкӑмӑллӑн каларӗ шатра питлӗ те хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынӗ. — Мур илесшӗ! — терӗ Ковалев. Гленарван та, Талькав та пӗрне-пӗри пӑхӑнасшӑн мар. Аллунтан тытса ҫавӑтӑттӑм та анне килне ертсе килӗттӗм эпӗ сана. Юратсан, чӑтма пулать иккен… Куна халь ҫӗлеттернӗ. — Э! чӑнах-та-и? — Каятӑн-и? — ыйтрӗ Павел Петрович. А Варюша, манӑн хӗрӗм… — терӗ те урӑх нимӗн те шарламарӗ. Хресчен пурӑнӑҫӗ мана кӑткӑс мар пек туйӑнмасть, вӑл ҫӗре пӗрмай пӑхса пыма тата ҫынсем тӗлӗшӗпе пит те сисӗмлӗн чееленме хушать. Ку вара чӑн-чӑн квалификаци! Вӑл кахал, тарӑхмалла ухмахскерччӗ, йӑраланса ҫӳретчӗ, хӗрарӑма курсан вара, ун урисем патнелле анса ӳкме хӑтланнӑ пек, малалла пӗшкӗнетчӗҫ. Челкаш кимми чарӑнчӗ те, хӑй шухӑшне татаймасӑр иккӗленсе тӑнӑ пек шыв ҫинче сиккеленсе тӑчӗ. Гаврила, питне аллисемпе хупласа, кимӗ тӗпӗнче выртать, Челкаш, урса кайса, анчах та шӑппӑн пӑшӑлтатса, ӑна урипеле тапрӗ. — Ухмах, таможеннӑй крейсер вӑл… Эсӗ тата мӗншӗн питӗ ир тӑнӑ? — Ман ӑшӑмра тӗпсӗр ҫылӑхра выртаҫҫӗ… — тесе мӑкӑртатнӑ вӑл. — Пур та, Липинцӑра-ҫке. Тӗреклӗ те паттӑр козаксем икӗ енне те нумай тиврӗҫ. — Барабанщиксем пурте чӗрӗ-и? — ыйтрӗ Говэн. Сывӑ пулӑр. Панков хулпуҫҫисене хускаткаласа илчӗ: — Эпӗ пӳрте страховать тунӑччӗ. — Арика перевалӗ, — терӗ Паганель, — Вальдивпа Мендоса тупнӑскер. Манӑн пуҫ купташкине ҫапса катасси — хӑрушӑ ӗҫ, синкер тапӑну. — Пӗрре те чипер мар, — терӗ полковник, — лайӑххи нимӗн те ҫук. Алевтина Васильевнӑн ҫав шӑрша пула ӑшчикӗ пӑтранать, ҫавӑнпа вӑл Марийкӑна ҫине-ҫинех ашшӗ патне ярать. Эпӗ ҫав кунранпа манӑн «хӗрӳллӗ туйӑм» пуҫланчӗ терӗм; ҫав кунранах манӑн асапӑмсем те пуҫланчӗҫ, тесе хушса калӑттӑм. — Ун пек юрамасть, ун пеккине сӑнасах тӑрас пулать, — терӗ старик. — Вӑл пире пӗрмай хӑналать, — ӑнлантарса пачӗ Умрихин. — Чепчен кайӑк — ак ҫакӑн пек! — Вара вӑл юнашар тытнӑ алтупанӗсене кӑшт кӑна сарчӗ. — Пӑх, акӑ, — акӑ вӑл! Мана ку туйӑмра нимрен ытла пирӗн юрату таса пулни, иксӗмӗр пӗр хӗре юрататпӑр пулин те, туслӑх пӑсӑлманни тата, кирлӗ пулса тухас-тӑк, эпир пӗр-пӗриншӗн тем тума та хатӗрри савӑнтарчӗ. — Эсӗ хӑрушла калаҫатӑн пулӗ, — асӑрхаттарчӗ Петр. Сирӗл… — хӑрӑлтатрӗ лешӗ. Ӑна вӑрҫнӑ чух, е вӑл пӗр-пӗр ҫыннӑн интереслӗ калавне итленӗ чух, унӑн тути вылякаласа тарать, вӑл хӑй мӗн илтнине хӑй ӑссӗн каласа пынӑ пек, е хуллен хӑйӗнне малалла каланӑ пек туйӑнать. — Эп хам ӑна, — ҫирӗппӗн каланӑ Фома. Снаряд колоннӑран пӗр ҫӗр метр сылтӑмараха ӳксе ҫурӑлсанах, тепӗр снаряд шӑхӑрса ҫитрӗ. Егоровна сасартӑк ҫӳҫенсе кайрӗ, аллине шарт! ҫапса илчӗ. Нина Капитоновна Иван Павлыч ҫумнерех, тепӗр пукан ҫине куҫса ларчӗ. — Юрать, — терӗм те эпӗ тетрадьне хупса хутӑм. — Юрать. Унтан вара, сехете яхӑн, хирте шӑв-шав илтӗнсе тӑнӑ. Ура сассисем, хыттӑн шӑхӑртнисем, автоматран пенисем, тискеррӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра янисем илтӗннӗ. Пӗр хушӑ пӗчӗк вӑрман ҫумӗнче те, батарея тӑнӑ тӗлте, металл сасси пек ют сасӑсем илтӗннӗ, унтан вара, сасартӑках, ҫерем тӑрӑх нумайӑн чупнӑ сасӑ илтӗнсе кайнӑ. — Сире вара, господа, — хушса хучӗ вӑл сӑмахне авалхи майлӑ вылянтарса: — отставкӑна тухнӑ ветеран патне кабинета кӗмешкӗн кӑмӑл тума ыйтатӑп. — Апла мар, пачах урӑхла. Хӑнасем пырсан, вӑл яланах хавас, пачах ют ҫынсем е туссем пырас пулин те. Александра Петровна шутламан ҫӗртенех питне ӗҫӗнчен уйӑрса ҫӗклерӗ те ӑна сехӗрленчӗк сӑнпала хӑвӑрттӑн кантӑк еннелле ҫавӑрчӗ. Арҫыннипе пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрес пурнӑҫа хӑнӑхнӑччӗ ҫав ӗнтӗ вӑл, — епле хӗрхенсе те ачашласа, ӳкӗнсе пӑхрӑм эпӗ Катя хутне кӗнӗ май! Шуйттан пӗлет-и вӗсем мӗн кӑшкӑрашнине? Ривареса юсама ҫук. — Ҫӗр тенкӗ кӗмӗлпе. Мефф Поттерна та ҫавнашкалах ӗнтӗ. — Анчах вӑл хама кирлӗ: ӗне ватӑлчӗ, улӑштармалла, сӗт, хӑйма парас енӗпе вара ӑрачӗ пит лайӑх. — Мӗнле, тата вӑйӑ выляма шутлатӑр-и? — ыйтрӗ лешӗ. Сид вӑраннӑ. «Тавтапуҫ турра, — хирӗҫ хуравлать лешӗ. Ватӑ козак Бовдюг та вӗсемпе юлма шутларӗ. «Тутарсене хӑвалама эпӗ ҫамрӑк мар ӗнтӗ; кунта вара мухтавлӑ козак вилӗмӗпе вилме вырӑн пурах. Тырра сире памастӑп эпӗ. — Мӗншӗн апла тата, ыйтма ирӗк парсамччӗ? Ҫӗр ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарать. Пӗрисем, кӗске чӑпӑклӑ чӗлӗмӗсене паклаттарса, саксем ҫинче лараҫҫӗ, теприсем выртаҫҫӗ е борт ҫине таянса, аялалла, шыв ҫине пӑхса пыраҫҫӗ. — Пире чӑрмантаракан япала тӗл пулас пулсан, — тенӗ вӑл хӑй юлташне, — эпир пӗтетпӗр. Каҫхи ялтӑркка шуҫӑм хыҫӗнче ӑна яланах, мӗн ачаранах, темӗнле вӑрттӑн, ҫап-ҫутӑ пурнӑҫ пытарӑнса тӑнӑн туйӑнать. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑкӑрсемпе сухаланӑ чухне пысӑк тӑваткӑл лаптӑксем касма та кирлӗ мар. Вӗсем ҫине пӑхса, театрти представлени пекех ермешсе каятӑн. Ку халь ӗнтӗ таканланӑ лаша йӗрӗ пулман. Пурте ӑна хирӗҫ тӑнӑ, уйрӑмах ҫав ылханлӑ музыка хирӗҫ тӑнӑ. Паспӑрт, — терӗ хуллен. — Сикмелле мар-ши? Эпӗ сӑн-пит енчен те, хӑнӑхусем енчен те ҫӳлерехре асӑннӑ пӗр-пӗр пахалӑхпа палӑракан герой евӗрлӗ пулма тӑрӑшрӑм. — Ҫывӑрасчӗ, — терӗ те Гаврила, тепӗр пилӗк минутранах хӑрлаттарма тытӑнчӗ. Челкаш, унпа юнашар ларса, такам аттине тӑхӑнса виҫрӗ, шухӑшлӑн ларса, аяккала суркаласа илчӗ, шӑл витӗр хурлӑхлӑ кӗвӗ шӑхӑрчӗ. Хута вӗҫтерекен вӑя центробежнӑй вӑй теҫҫӗ; ҫав вӑй яланах япала ҫаврӑннӑ чухне пулать. Культура паркӗсенче «кулӑш кустӑрми» пулать; пӳлӗмри урай хӑвӑрт ҫаврӑнать, ун ҫинче тӑракан ҫынсене аяккалла — куҫӑмсӑр урайне — ывтӑнтарса ярать. Пӗрре, ҫапла, кӗркунне ӗҫме-ҫимелли япаласем турттаракан лав килсе кӗчӗ, унпа пӗрлех пӗр ҫирӗм пилӗк ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк офицер килчӗ. Тӗшмӗше ӗненекен туземецсем ҫак ансат карнӑ серепене ҫакланчӗҫ. Вӑл ҫемьипех выҫӑ вилме пикеннӗ Ольстертан тухса Австралине килнӗ. Аделаидӑра ансан, ӑна кӑмрӑк чавма чӗннӗ, унта нумай ӗҫлесе илетӗн, тенӗ, анчах вӑл, ҫӗр ӗҫлесе пурӑнам тесе, ун пек ӗҫе кӗмен, вара килнӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑхран унччен алӑ перӗнмен пӗр участкӑна сухаламалӑх тасатса ҫитернӗ. Вӑл ӗҫлесе тасатнӑ ҫӗр хӑйӗн илемӗпе халь пирӗн ҫӳревҫӗсен куҫӗсене савӑнтарса ячӗ. — Вӗсем сана ятлама, вӑрҫма хушрӗҫ, никама та итлеместӗн, теҫҫӗ. Ҫавӑн пирки халь мужиксем ҫавнашкал пула пуҫларӗҫ, — инкек! Ниме тӑман ӗҫ ку, паныч, — калаҫать вӑл ӳркевлӗ йӗрӗнӳпе. Хӗрлӗ Тӑрна тӑнӑ вырӑнтан темиҫе утӑмра вӑл пӑр ҫумнех хӑпарнӑ та, сӑмсипе пӑр ҫумне тӗкӗнсех сывласа илнӗ, унӑн ӑшӗнчи сывлӑш пысӑк хӑмпӑ пек тухнӑ. Ҫурта илме мана икӗ пус укҫа парсан вара — ҫавӑ мана тӑнчах пӗтерсе хуратчӗ: эпӗ мӗтӗҫ илеттӗм, кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтне вылясах ирттереттӗм, вара нихҫан та киле вӑхӑтра тӑвӑрӑнаймастӑм. Ганс пирӗн япаласем ҫумне тата сӑран михӗпе шыв хатӗрлесе хунӑ, ку шыв хамӑрӑн пӗчӗк савӑтсенчипе пӗрле сакӑр кун пурӑнма ҫитмелле. — Весовщиков… Халь-халь инкек килсе тухасран ҫӑлӑнса юлчӗ-ха вӑл, анчах корвет ҫӑлӑнса юласси паллӑ мар-ха. Пуҫ урлах тенӗ пек, ҫӳлтен, пӗчченшер снарядсем шӑхӑрса иртеҫҫӗ те вӑрман хыҫнелле кая-кая ӳкеҫҫӗ, — нимӗҫсем хӑйсен вут-ҫулӑмне оборона ӑшнелле куҫарма пуҫларӗҫ. Эпӗ сире халӗ хам туйӑмсем ҫинчен пӗлтеретӗп — тӗрӗс ҫын ячӗпе. Е кам-ши тата хӗрарӑмсем юрлакан юрӑри сӑмахсемпе: «Эс каҫар-сывпул, савнӑ сарпике. Халех, илтетӗр-и, халех! Кунти вырӑнсенчех юлас-и? — тӗлсӗр-мӗнсӗр тенӗ пек, ыйтрӗ вӑл ҫавӑнтах татӑклӑн. Ӑна халӗ ҫак ыйту кӑна интереслентерет пулас, анчах вӑл, вӑрҫӑри ӗҫсене аса илнипе хавхаланса кайнӑскер, ун ҫинчен Воропаевпа канашласа пӑхма май тупаймарӗ. Хӑйне вӑл лашасемпе хӗрарӑмсене пӗлекенҫӗ, питӗ лайӑх ташӑҫӑ, ҫитменнине тата калама ҫук хӳхӗм те аристократлӑхӑн чи ҫӳллӗ тӳпине хӑпарса ҫитнӗн, анчах та, ҫирӗм тӑваттӑра кӑна иккенне пӑхмасӑр, ӗнтӗ пурӑнса курма та шанчӑкне ҫухатма ӗлкӗрнӗ ҫын евӗр шутлать, хӑйне ҫав тери пысӑка хурать. Сасартӑк залри ҫынсенчен пӗри темскер хыттӑн каларӗ, амӑшӗ кӑртах сиксе илчӗ, пурте ура ҫине тӑчӗҫ, вӑл та Сизовӑн аллинчен ярса тытса тӑчӗ. Апат пӗтес умӗн Николай Петрович тӑчӗ те, аллине бокал илсе, Павел Петрович енне ҫавӑрӑнчӗ. Катюша ӑна ирттерсе ячӗ. Фоман ун еннелле чун туртсах тӑнӑ, яланах ӑна курас килнӗ, анчах, курнӑҫсан, ун умӗнче вӑл именсе тӑнӑ, хӑйне кӑнттаммӑн, айваннӑн тытнӑ, — ҫакна вӑл хӑй те пӗлнӗ, ҫакна пула тата ытларах ӑшне ҫунтарнӑ. Пӗр-пӗр сасӑ илтсен, унӑн сӑн-пичӗ уйрӑммӑнах тимлӗн хытса тӑратчӗ: ҫинҫе те тӑсӑларах панӑ мӑйӗ ҫинче тытӑнса тӑракан янах шӑмми кӑштах малалла тухать, куҫхаршийӗсем уйрӑмах хускавлӑ, анчах хитре те пӗр тапранми куҫӗсене пула суккӑрӑн сӑн-пичӗ темӗнле хаяррӑн та ҫав вӑхӑтрах чуна хумхантармалла хурлӑн курӑнатчӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ ӑна? Укҫа-и? Унӑн куҫӗсем тухса килекен хӗвел еннелле пӑхнӑ. Урамра кӑвак тӗттӗмлӗх йӑсӑрланса тӑчӗ; манӑн чун та йывӑр кичемлӗхпе тулма пуҫларӗ. Анчах акӑ мӗнрен тӗлӗнетӗп эпӗ: мӗнле-ха эсир, сирӗн ӑсӑрпа, хӑвӑр тавра мӗн пулса иртнине курмастӑр? Вӑл вара турилккине чӳрече ҫине лартрӗ, сӗтел ҫине мар, чӳрече ҫине. Ҫылӑхлӑ ҫынсене асаплантармалли вырӑн — тамӑк — тарӑн ҫӗр айӗнче, тесе вӗрентнӗ христиан тӗнне тытакансем. Ним те мар. Илтнӗ пулӗ-и хӑйсен салтакӗсенчен хӑшӗ ҫӑкӑр ытларах ҫиме пултарни пирки ик рота командирӗ тавлашни ҫинчен ҫӳрекен юмаха? Эпӗ притвора пытӑм та пӗр кӑвак ҫӳҫлӗ старик патӗнче чарӑнса тӑтӑм: «Ыйтса пӗлесшӗнччӗ те, пурӑнать-ши Иван Никифорович?» терӗм. — Нагульнова кайса чӗн-ха. — Эпир пурте ӳкӗтлесех калатпӑр сире. Акӑ ӗнтӗ — Мускав! Аха-а! — тесе, хултан ҫатӑртаттарса тытса, хаяррӑн кӑшкӑрса янӑ. Эпӗ айккинелле тимлӗн пӑхкаласа сыхланса пыма тытӑнтӑм. Рейкиявикӑн икӗ урамӗнчен пӗри, чи вӑрӑмраххи, ҫыран хӗррипе тӑсӑлса выртать. Ку вӑл питӗ пысӑк хӑвӑртлӑх. (Эпир пӗр-пӗрне пуҫ тайрӑмӑр.) — Пур ҫӗрте те пӑлхав ҫӗкленес пулсан, эсир мӗн тӑвас тетӗр-ха? — ыйтрӗ Рада. — Хамӑр ҫын, халӑх хутне кӗрекенни. Хӑй мӗн кӗтни пулман пирки унӑн чӗрине кӳренӳ тулса ларчӗ те, ҫав туйӑм вара часах судьясене те суда курайман, вӗсенчен йӗрӗнекен тарӑху пулса тӑчӗ. — Китсем те хӑйсен хӳрисемпе пире тӗрмен стенисене пыра-пыра ҫапаҫҫӗ пулӗ? Полюссенчен пӗр пек хушӑ виҫсе, панулми варрине лини чӗрсе кас, лини панулмин пӗтӗм ҫийне икӗ пӗр пек пая, икӗ ҫурчӑмӑра уйӑрать. — Ӗненетӗп, — терӗ Воропаев. Гленарван шывпа вут ҫине тарӑхса пӑхать: вӗсем ун ҫине те, унӑн тусӗсене те сехӗрлентереҫҫӗ, пулӑшу ӑҫтан пулма пултарасса та пӗлмеҫҫӗ. — Эпӗ пачах мексиканец мар. Вӑл хӑйне ирӗксӗрленине пӑхӑнакан йышши мар. — Мучи, мӗншӗн эс шыва лампадкӑпа ӗҫен? — тӗлӗнчӗ Егорушка. — Эсӗ итлекен ача пулсан, эпӗ сана валли ыран тепӗр кӑлтӑрпи туса паратӑп, — тенӗ старик. Акӑ мӗн пирки ӗҫлес пулать! Эпӗ унпа тӳррӗмӗн те калаҫрӑм, хӑй пур чухнех ӑна калас сӑмахсене Любовь Сергеевнӑна е Дмитрие каласа та калаҫрӑм, юлашки меслет, мана ытларах килӗшрӗ. Ун умӗнче калаҫасси маншӑн ытларах килӗшрӗ. — Гаррис мистертан Сан-Францискӑна каякан карапа хӑш портра тупма пултарӑпӑр-ши тесе ыйтса пӗлесшӗн. Гагара мамӑкӗ ҫак утравра чи пысӑк пуянлӑх пулса тӑрать. Пулма пултараймасть, Лури! Шап-шурӑ мӑйӗ ҫинче хура бархат хӑю пур; пуҫне тӗксӗмрех сарӑ кӑтра ҫӳҫ хупласа тӑрать; ӑна пула пичӗ татах та чиперрӗн курӑнать, кӑтра ҫӳҫӗсем ҫара хулпуҫҫийӗ ҫинче ытла та илемлӗ авкаланса выртнӑран ӑна кӑтралатма иртенпех «Московские ведомости» татӑкӗсемпе чӗркенӗ тата вӗри тимӗр хӗскӗчсемпе хӗртнӗ тесе кирек кам, хуть Карл Иваныч хӑй каласан та, ӗненес килмест. Тен, унта Джо индеец? Кунта темле майпа ҫакланнӑ Огарновӑн ытлашши палканипе хӗрелсе кайнӑ пичӗ вӗлтлетсе иртрӗ. Пурте, ҫав шутра Давыдов та, кулса ячӗҫ, анчах казаксен кулли ытла савӑнӑҫлах тухмарӗ… — Катриель те унта. Касторнӑй патӗнче контузи пултӑм, кайран тытамак силлеме тапратрӗ. Паян эпӗ нумай ҫывӑрнӑ, тӑтӑм та пусӑ патне пытӑм — ӗнтӗ никам та ҫукчӗ унта, кун шӑрӑхлансах пырать, шурӑ лӑпсӑркка пӗлӗтсем аслатиллӗ ҫумӑр пуласса систереҫҫӗ. Райком панӑ кирлӗрен те кирлӗ директивӑна пурнӑҫламанни сан пирки питех те кӑмӑллӑ мар оргвыводсем тӑвасси патне илсе пырать! Ку вара мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ҫавӑнпа вӑл палуба ҫийӗн пӗр мӗлке шунине асӑрхамарӗ. — Пулаймарӑм-ха, анчах паян пулатӑп, — терӗм эпӗ. Туземецсем тапӑнассине маларах пӗлме пултарайманскер, вӑл юханшыв патне термит йӑвисенчен иртсен пӗр мильӑран ҫитнӗ пулӗччӗ. Калаҫу пӗтнӗ ҫӗре Макар Нагульнов пырса кӗчӗ. Эпӗ кулса ятӑм. — Тӗрӗс мар, — куҫхаршине пӗрӗнтериччен ҫиленсе каларӗ Вышимирский. — Кун пек чӑрмав пулассине эпӗ пӗртте кӗтменччӗ, — тесе мӑкӑртатса илнӗ Зеб, хӑй лашана ҫӗнтерме мӗн те пулин тупма пулмӗ-ши тесе, йӗри-тавра пӑхса илнӗ. Ҫав хушша виҫӗ сехет те кайса тӑмарӗҫ. Корчагин, халь ҫеҫ илтнипе кӑмӑлӗ хавхаланнӑран, полякла ӑшран тухи-тухми каларӗ: — Сывӑ-и, юлташ? — Ма ыйтатӑн эсӗ? — К-на. Амӑшӗ вӑл мӗн ҫинчен каланине ӑнланчӗ те — тем пекех ӑш вӑркасан та — хӑйӗн ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ иртнӗшӗн мӑнкӑмӑлланнипе унӑн пичӗ ҫинче йӑл кулӑ палӑрчӗ. — Ним тума та ҫук-ҫке-ха. Эсир кӗнекесем вулатӑр-и? Сӑмахран, манӑн киле ҫын пуҫне уйӑха пӗрер пӑт хӑварнӑ пултӑр, эпӗ, калӑпӑр, кунне виҫшер-тӑватшар кӗрепенкке ҫисе ярам. Вӑл вӑхӑтра Клюбер господин пек йӗркеллӗ, хӑйне хӑй пӗлсе тыткалакан, ӑшшӑн кӗтсе илекен аслӑ комми пӗтӗм Франкфуртра та пулман пулас. Ҫапла! — Устава пӑхсамӑр хӑвӑр. Негоро ҫут тӗнчере урӑх ҫук. Анчах унпа пӗрле Казондерен килнӗ туземецсем пит аякрах та мар пулӗ. Ҫав самантрах килкартинче Аксинья ҫухӑрни илтӗнчӗ: — Ҫунатпӑр! Мӗнре вара ун чапӗ? — Ӑҫта-ха вара вӗсем? Ҫуркунне — юр ирӗлнӗччӗ ӗнтӗ — атте ура ҫине тӑчӗ, икӗ кун пӳртре ҫӳрекелерӗ, виҫҫӗмӗш кун хайхи, пӑхатӑп, вӑл ваткӑллӑ сюртук, ҫӗлӗк тӑхӑнать, хӑй калать мана: «Ванятка, кӗсрене йӗнерлесе пар мана». Ҫак хушӑра тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртни ҫинчен мӗн-пур столицӑна хыпар сарӑлчӗ, яланхи пекех нумайӑшне ҫынсем хӑйсенчен хушса хучӗҫ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче учӗнӑй хӑйӗн институчӗн клиникинчен офицерсен госпиталӗ туса хунӑ. Эпӗ нимӗн тума аптраса пӗчченех тӑрса юлтӑм. Халӗ патшара ларакан императорпа унӑн министрӗсем лилипутсем хушшинче пӗр йӑла туса хунӑ; кун пекки ӗлӗк нихҫан та пулман тесе мана ӗнентерме тӑрӑшатчӗҫ. Тӑванӑмсем, ҫул парӑр! Нивушлӗ ҫыран «Пилигримран» тарса пырать? Малта батальон командирӗ каллех темӗскер каланӑ. Боецсем каллех ахӑлтатса кулса ячӗҫ, Нургалейӗ тата юриех, вар-хырӑмне тытса, кӑвайт умне сарса хунӑ чӑрӑш турачӗсем ҫинче йӑваланса кӑшкӑра-кӑшкӑра илчӗ: — Уй, мана мина пырса лекрӗ! Вӑл ним шарламасӑр пуҫне пӗкрӗ. Анчах мӗншӗн? — Вӗсене сан асаннӳ хӑй виличчен пӗр ҫул малтан турӗ, — тесе ӑнлантарнӑ вӑл Синопӑна. — Гамлет сӑмахне! Мӗн, пӗлместӗн-им — Шекспир ҫырнисенчен чи палли! Яков Лукич, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ йывӑрланса кайнине, хӑйӗн типсе ҫитнӗ пырӗ ҫуннине туйса, вӑр-варах сиксе тӑчӗ, анчах унӑн сӑмах каламалла пулмарӗ: пухура ларакансенчен пӗри, сӑнран пӑхсан пуринчен те ватӑрах казак, чиркӳ совечӗн членӗ, вӑрҫӑччен Войсковой хуторӗнче пӗр улшӑнмасӑр чиркӳпе приход шкулӗн попечителӗ пулнӑскер, сӑмахне унран маларах пуҫлама ӗлкӗрчӗ. — Утӑр, утӑр! — кӑшкӑрса ячӗ Олеся. — Кам? — тесе ыйтрӗ Стефчов. Вӑл ҫӗлӗкне хыврӗ те, ӑна юрӑ кӗвви майӗпе сулкаласа, калаҫса пычӗ: — Уҫҫӑнах тухса кайрӗҫ, амӑшӗ, э? — Кунта икӗ ҫын ытлашши: пирӗншӗн — Лантенак, сирӗншӗн — Симурден. Эсир пире ӑҫта чӗнетӗр? Яша кӑтрисене савӑнӑҫлӑн силлентеркелесе илетчӗ. Тӗп окопсене маскӑласа лартмалла, тӗллесе пӑхсан та, курӑнмалла ан пултӑр! Сунарҫӑ хавалӗ ҫавӑрса илнӗрен, эпӗ, йӑвӑ вӗтлӗх хушшипе, туратсене ватса та вӗсем хама вирлӗн ҫапнине пӑхмасӑр, пӑшала умра тытса, чупма пикентӗм. Сасартӑк эпӗ, шкуна хам ҫине пырса ҫапӑнсан мӗн тери хӑрушлӑх пуласси ҫинчен ӑнланса илтӗм. Анчах эпӗ сана пӗччен ҫӳреттересшӗн мар. Вӑл сиксе тӑрса кӑмака умне пычӗ те, самовар патне пӗшкӗнсе чашкӑрма тытӑнчӗ: — Улталатӑп эпӗ ак ӑна, ҫав тери улталатӑп, — ӳлесех ярӗ! Морис Луиза патнелле пӗшкӗнсе шӑппӑн каларӗ: — Апла пулсан, эсир ӳсӗр индеец аллине лекнине курмашкӑн эпӗ ҫур ӗмӗр парӑттӑм тата тепӗр ҫур ӗмӗрне сире вӗсенчен ҫӑлмашкӑн парӑттӑм. Ӗненеҫҫӗ, Андрюша! Арҫын ачасем, аран ҫеҫ сывласа, пӗр-пӗрин ҫумне пуҫӗсемпе ҫыпҫӑнса тӑчӗҫ. Ҫынсемпе тулнӑ паркетлӑ ҫутӑ зала кӗрсен, эпӗ гимнази мундирӗсем тата фраксем тӑхӑннӑ темиҫе ҫӗр ҫамрӑка куртӑм, вӗсенчен хӑшпӗрисем кӑна ман ҫине сивлеккӗн пӑхса илчӗҫ, мӑнаҫлӑ профессорсем аякри кӗтесре сӗтелсем ҫывӑхӗнче лӑпкӑн утса ҫӳреҫҫӗ е пысӑк креслӑсем ҫинче лараҫҫӗ; ҫаксене курнӑ хыҫҫӑн манӑн пурне те хам ҫине пӑхтарас ӗмӗтӗм тӑруках татӑлчӗ; ман сӑн-пит килте те, кунта салтӑннӑ ҫӗрте те ҫи-пуҫӑм ырӑ та чаплӑ курӑннӑшӑн ӳкӗннӗ пек пулнине палӑртатчӗ, халь вара хытах именсе кайрӑм тата салхулантӑм. Хуҫа ахӑлтатса кулать, эпӗ пароходсем тарӑн вырӑнсенче путманнине пӗлсе тӑратӑп пулсан та, ҫапах та ҫав тӗлӗшпе хӗрарӑмсене ӗнентерсех ҫитерме пултараймастӑп. Сӗтел ҫинче хупахпа витнӗ салтак котелокӗ ларать, унта тутлӑ шӑршӑллӑ хӑмла ҫырли тултарнӑ. Тӗкӗр пек яка шыв ҫийӗпе ҫак каштах хурлӑхлӑ та хӗрӳллӗ юрӑ вӑйлӑн янраса кайрӗ. Икӗ уҫӑ сасӑ — арҫынпа хӗрарӑм сасси — пӗр-пӗрине пулӑшса, хавхалантарса пычӗҫ. Ыранах хула Советне ил те ӗҫлеме пуҫла. Эпӗ хам та тӗплӗн пӗлместӗп-ха, анчах кунтан тарасах пулать. — Мӗнле индеецсем вӗсем? — тесе Талькавран ыйтрӗ Паганель. Мэри атте пек пулнӑ. Ҫамрӑк ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илчӗҫ — питҫӑмартисем иккӗшин те хӗрелсе кайрӗҫ. Халӗ вӗсем шанчӑклӑ хӳтлӗхре. Мӗн пур урапасене, пасар лупасайӗсенчи мӗнпур тӗркесене, ещӗксемпе пичкесене пуҫтарса ҫӳллӗ баррикада купаласа хунӑ, пӑшалсемпе пеме шӑтӑксем хӑварнӑ, унтан вара ҫак хӳтлӗх хыҫӗнчен пуҫ ҫӗклемелле мар вӑйлӑн пеме пуҫларӗҫ. Вӗсем ҫаксене пурне те питӗ хӑвӑрт турӗҫ. Ялан ҫывӑхра кам та пулин ҫапкаланса ҫӳрет. Амӑшӗ халӑхпа полици хушшинче тытӑҫу пуласран хӑрама тытӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл васкасах, хуллентереххӗн, сылтӑмалла та сулахаялла пӑхкаласа калама тытӑнчӗ: — Апла пулсан, турӑ куртӑр вӗсене, — хӑйӑвӗсене илесчӗ! Ку вӑл факт, чӑн калатӑп сана! Ытах кирлӗ пулсан, эпир икӗ хут тырӑ туса илӗпӗр. — Ҫук, тӑванӑм, сухалама тӳрӗ килмен. Хула пуҫӗ пӗр урине тепӗр ури ҫине хурса ларчӗ, пӳрнисемпе чӗркуҫҫине пӗр шавсӑр шаккаса, хӑйӗн пӳрнисем мӗнле хускалнине тинкерсе пӑхрӗ. Есаула унпа сӑмах хускатса яма хушрӑм та алӑк патне виҫӗ казак тӑратрӑм, хам паллӑ тусанах алӑка ҫӗмӗрсе мана пулӑшма хатӗр пулӑр, терӗм. Йӑрӑмлӑ кита тытасси — йывӑр ӗҫ, сыхлӑх ятне тунӑ нимле ӗҫ те ытлашши пулмӗ. Гаврила ӑна итлесе чарӑнса тӑчӗ, пичӗ ҫинчи тарне ҫаннипе шӑлса типӗтрӗ те кӗсменӗсене каллех шыва антарчӗ. — Ман сана калас пулать: эсӗ пит те илемлӗ-ҫке! Лайӑх юлташ… — Саньӑна вӑратас пулать, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. Вӑл кровать ҫине тӑсӑлса выртрӗ те Джемма ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ… Анчах ӑна хупнӑ алӑк витӗр секундантсем калаҫни илтӗнчӗ. Пиратсем эпир кӗтнинчен те хӑюллӑрах пулнӑ. Кандов пеккисене миххипе ылтӑн парса та тупас ҫук. Сывӑ пулӑр. Клубра кӑмӑлсӑр йышӑнчӗҫ, тетӗн, анчах мӗншӗн-ха эсӗ ҫапла буржуйсен балне кайнӑ пек тумлантӑн? — Ҫыру ҫине ответ парӑр, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Гейка. — Пӗтӗмпе те пӗрре ҫеҫ, сэр. Ҫав вӗҫӗ-хӗррисӗр океан евӗр хумханса чӳхенекен ниепле сирейми тӗттӗмлӗхрен ачине хӳтӗлес тесе вӑл ӑна хирӗҫ тӑрать. Пӗр тӗлте ҫулӑм ҫути васкамасӑр, анчах питӗ хӑватлӑн пӗлӗт тӑрӑх сарӑлать; тепӗр ҫӗрте вӑл, темӗнле хыт ҫунакан япала тӗл пулса, ҫӳлелле сасартӑк ҫил-тӑвӑл пек хӑпарса кайрӗ те ҫӑлтӑрсем патнех ҫитсе ҫапӑнчӗ, унӑн татӑла-татӑла кайнӑ сыпӑкӗсем чи ҫӳлти пӗлӗтсем айӗнче сӳнсе ларчӗҫ. Ун хыҫҫӑн вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗшӗлтетсе чупаҫҫӗ, вӗсем ҫил арманӗ патне ҫитсен тин тӑрса юлаҫҫӗ. — Эпӗ ҫапла шутлатӑп, — тавӑрчӗ Базаров Анна Сергеевнӑна, хӑй савӑнман пирки нимӗн чухлӗ те кулас килмен ҫӗртенех кулкаласа: — эпӗ ҫамрӑк ҫынсене пиллемелле тесе шутлатӑп. Ҫакӑн хыҫҫӑн эсӗ Куэсвон вӑрманне каятӑн. Кукша пуҫ тата та усалрах пулассине кӗтнӗччӗ. Мана: тӗнчере унсӑрӑн та миллион хӗрарӑм, теҫҫӗ, эпӗ калатӑп: кӑтартӑр мана ҫав миллиона, тетӗп. — Мӗнле кантӑр, мӑнаппа? — ыйтрӗ Одинцова сассине хӑпартса. — Лозневой тесе-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Костя. — Мунчапа юнашар, — васкавлӑн хушса хучӗ Василий Иванович; — халь ҫулла вӗт… Ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте Павел Петрович тӗл пулчӗ. Валя кровать ҫинче, урине хуҫлатса ларнӑ та, темскер ҫырать. Каялла каймалли ҫула пӗлме Алексей компас ҫине пӑхрӗ те, бензин сахал юлнине, вӑл аэродрома вӗҫсе ҫитме те ҫителӗксӗр пулма пултарасса шута илсе, кӑштах тӗксӗмленчӗ. Серёжӑн питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль тумламӗсем ҫӳҫентерсе чупса анчӗҫ. Бак хӑйӗн йыттипе курӑк ҫине выртрӗ те хӗвел ӑшшинче тутлӑ ыйха путрӗ. — Хӑш Зверковӑн? Каҫхи тӗксӗмпе усӑ курса тӑхӑр сехетре Гленарванпа Джон Мангльс разведкӑна кайрӗҫ. Кашни тӳннӗ йывӑҫ ҫинчех кроликсем лараҫҫӗ, ҫӗленсем выртаҫҫӗ тата ытти чӗрчунсене те курма пулать. Пӗр-ик кун шыв тӑнӑ пирки вӗсем выҫӑхнӑ та питӗ кунӗленсе кайнӑ, кӑмӑлу пулсан, алӑ вӗҫҫӗнех пыр та тыт; анчах ҫӗленсемпе тимӗр шапасене, паллах, тытма ҫук, — вӗсем тӳрех шыва сикеҫҫӗ. — Тухаяс ҫук, лашана ӗшентерни кӑна. Пирӗн сулӑ ҫыран хӗрринчи чулсем ҫумне ҫапӑнса саланнӑ вӑхӑтра мӗн пулнине калама пултараймӑп. Амӑшӗн чӗри тӳсӗм пӗтсе килнипе чӗтрерӗ, ҫак йывӑр йӗркелӗхе курнипе тӗлӗнсе, вӑл йӗри-тавралла ӑнланаймасӑр пӑхрӗ. — Эпӗ кунтах, — карта ҫине улӑхса сасӑ пачӗ Квакин. Павел, чунӗ ыратнипе, малалла ыйтса та тӑмарӗ, нимӗн чӗнмесӗр ҫаврӑнчӗ те урама тухрӗ. — Мӗншӗн? пӗрле кайӑпӑр луччӗ, — терӗ Володя. Вӑл хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене вӗлернине аса илчӗ, Дымов мӗнле кулнине итлесе пӑхрӗ, вара ҫав ҫынна темле курайман пекех пулса тӑчӗ. Тепӗр кунӗнче анаталла выртакан тӳремлӗхпе кайнӑҫемӗн ҫӗрайӗнче ытлашши шывсем пурри ытларах та ытларах палӑрма пуҫларӗ. Бухареста вӗҫсе ҫитсен, вӑл ялавсемпе, плакатсемпе тата лозунгсемпе илемлетнӗ хулана курчӗ, грузовиксем ҫинче массовкӑсем, урам тӑваткалӗсенче митингсем тӑва-тӑва ирттереҫҫӗ, хула урамӗсем уйрӑммӑнах канӑҫсӑр, ҫакӑ вӑл яланах темӗнле пысӑк событи пулассине систерет. Халӗ, хӑй истребитель ҫине ларнӑ хыҫҫӑн ӗҫ тухманни — уншӑн апрель уйӑхӗнче нимӗҫсем ҫапса антарнӑ самолёчепе хыр тӑррисем ҫине ӳкнӗ пекех йывӑр пулнӑ. Ирхине ҫеҫ вӑл каталажкӑраччӗ, ак халь Тоньӑпа юнашар, таса тумтир, пуринчен ытла — вӑл халь ирӗкре. Шеллемен-и эпӗ сана, шуйттана, юратман-и? Ачана кӑвар ҫине лартнӑ пулсан та, кунтан ытларах ҫивӗч те чӗрӗ пулаймастчӗ пуль. — Тӑр, Алексеевна, атту ӗнӳне вӑрласа кайӗҫ, — шавлӑн каласа хучӗ Разметнов. — Ҫапла… Джон Мангльспа Том Аустин ҫул ҫине тухса каяс тӗлӗшӗпе юлашки ӗҫсене тӑваҫҫӗ. — Паллах. Тархасшӑн. — Эсир кун ҫинчен тетӳне те, Мирон Алексеевича та каламастӑр, — эсир чӑнах та каламан-и-ха вӗсене? Сыв пулӑр ӗнтӗ мӗскӗн куҫӑмсем! Эсир ҫав спектакле курнӑ хыҫҫӑн, урӑх нимӗне юрами пулса юлатӑр. Мӗнле вӑрӑм сӗтел вырнаҫтарса лартрӗҫ-ха тата! Ӑнсӑртран пулнӑ телей вӗсене Маунганаму тӑррине илсе ҫитерчӗ. — Май ҫук. Пире шпионсем хупӑрласа илнӗ, вӗсенчен пӗри мана палларӗ ӗнтӗ. Кам та пулин килсе ҫӗре алтнине курса укҫана кӑларса каймашкӑн каялла алтса чикмелле-и? Житейкин пушӑ куҫлӑ, ҫап-ҫаврака ҫын пулнӑ, вӑл чӗрӗ чустаран тунӑ пек туйӑннӑ, ҫавӑнпа та ӑна ҫынсем «Ӑшаласа ҫитерейменскер» тенӗ. Вӑл ӗнтӗ хӑйне ҫӗнтерӳпе тав турӗ. Файло тахҫан партизан та пулнӑ. Май килнӗ чухне вӑл кула-кула Махно ҫыннисен пуҫӗсене кунне вуншар-вуншарӑн касни ҫинчен каласа парать. Хӑҫан-ши таврӑнатӑр, Ӑша лӑплантаратӑр? Аллине пӗр ҫыхӑ ҫӑра уҫҫи тытнӑ Яков Лукич счетоводпа калаҫса тӑрать, тути хӗррисем унӑн кӳренчӗклӗн чӗтренеҫҫӗ… Ҫавӑ Исидора Коварубио де-Лос-Ланосӑн юлашки сӑмахӗсем пулнӑ. Оборонӑна татса кӗнӗ нимӗҫ автоматчикӗсем хыҫалтан пырса ҫавӑрса илме тытӑнсан тин вара, хӑйсен рубежне ирӗксӗрех пӑрахса, вӑрманалла чакнӑ. Джемма шарт сиксе ӳкрӗ… — Ӳсӗр-и мӗн эсӗ, харкашма шутларӑн-и? — тӗлӗнсе каларӗ леҫник. Теприсем ҫиҫнӗ вӑхӑтра темӗнле чаплӑ физик пулсан та хавхаланса тӑмалла. Араго хӑйӗн ҫырӑвӗсенче сенӗк пек йӳпленсе ҫиҫекен ҫиҫӗмсене иккӗ анчах кӑтартма пултарнӑ, кунта вӗсем ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе тивсе каяҫҫӗ. Салтак тумӗпе пулин те, Костя ӑна ҫийӗнчех палласа илнӗ. Ҫул ҫинче чух Костя хӑйӗн комбачӗпе пӗрре те калаҫайман. Ҫерҫисем купецсем… Ҫак пӳлӗмрех тата кивӗ пианино ларать, ун ӑшне шӑвӑҫ ҫатмасем тултарнӑ пулмалла, хӗрачисем ҫав пианино ҫинче «Уйрӑлса кайрӑмӑр эпир» тата «Полтава патӗнчи ҫапӑҫу» кӗвӗсене каланине эпӗ каҫса кайсах итлетӗп. Вӑл ӑна Агафия Федосеевна Киева кайса киличченех ҫӗлетнӗччӗ-ха. Анчах ҫав каҫхине Иван Иванович хӑй аллине пӑчкӑ тытса тухнине туса кӑтартмашкӑн вӑй-халӑм ҫитеймен пулӗччӗ манӑн. «Ӗмӗрех ҫав Болла! Ну, кунӗ те ҫав тери лӑпкӑ мар паян! — ӑнлантарса пачӗ Миронов, юлташсем ҫине тинкерсе пӑхса, унтан хуллентереххӗн ыйтрӗ: — Эсир, ачасем, дироктора усал тӑвасшӑн, унӑн чӳречисене ҫапса ватасшӑн, темеҫҫӗ-и? Джека вӑл амӑшӗн аллинче пек курса пычӗ. — Сире сӗлӗшӗн мӗн чухлӗ тӳлемелле? Джемма хӑранипе каялла чакрӗ. — Эпӗ суятӑп-и? Халӗ вӗсен пӗр кирлӗ ӗҫ ҫинчен пӗлес пулать: «Дункана» урса кайнӑ тӑвӑл Австралин ӑҫти ҫыранӗсем патне килсе пӑрахрӗ-ши? Вӑл пӗрмаях хӑйӗн вӗтӗ шурӑ шӑлне шӗвӗр вӗҫлӗ сарӑ шӑрпӑкпа чакалать, унӑн пысӑк мар симӗсрех куҫӗ ачашшӑн кулса тӑрать, сасси кӑмӑллӑн янӑрать. — Апла пулсан, пирӗн пӗтӗм литературӑна Папа облаҫне ӑсатас ӗҫе — адрессене, литературӑна кирлӗ ҫӗре ярассине, вӑрттӑн складсене, пӗр сӑмахпа каласан мӗн пурне унӑн аллине пама, е ӑна ҫав литературӑна чикӗ урлӑ ӑсатма ҫеҫ сӗнес тетӗр-и? Кунӗпе, ирпе пуҫласа каҫчен — вунӑ сехетчен, пӗрисем сӗтел хушшинче, пачах хытса каясран сулланкаласа, чӗн пек чустана йӑваласа ларатчӗҫ, теприсем вӑл вӑхӑтра ҫӑнӑха шывпа ҫӑратчӗҫ. Хӑмапа ҫапса тунӑ пӗчӗк пӳлӗмре саппун ҫакнӑ ҫынсем тӑратчӗҫ те, ларатчӗҫ те; килкартине пӑхакансем пулмалла, вӗсен хушшинче те хускану пулнӑ пек курӑнчӗ. Ӑнланатӑп, ӑнланатӑп! Пирвайхи хут ӑна хӗрарӑм ҫав тери вӑйлӑн, тӑна ҫухатмаллах хумхатса ячӗ; кунта темле хӑрушӑ япала пулма пултарнине туйса, вӑл хӑраса кайрӗ. — Ҫапла ҫав. Конвой сотни лашасем ҫине утланнӑ. — Ҫапла, — терӗ ӑна Айртон. Ҫав пурте маншӑн ыррӑн иртес ҫуккине эпӗ ӑнланаттӑм, йӑнӑшмарӑм та ҫав. Е тата калатчӗ: — Ну, мӗн тума пурӑнчӗ, ма? Хирӗҫри кӗтесре, тӗксӗм Николай Чудотворец сӑнӗ умӗнче лампадка ҫунать, святойӑн кӑкӑрӗ умӗнче хӗрлӗ лентӑпа пуҫкӑшӑлӗнчен ҫаклатса янӑ пӗчӗк ҫеҫ фарфор ҫӑмарта ҫакӑнса тӑрать, чӳречесем ҫинче пӗлтӗрхи варенипе тирпейлӗ ҫыхса хунӑ банкӑсем симӗс-ҫуттӑн курӑнса лараҫҫӗ. — Сирӗн заведующи ӑҫта пурӑнать кунта? Эсӗ вӗт… эсӗ ху мӗнле ҫын пулнине ху та пӗлместӗн!.. Марко канса ҫывӑраймарӗ. Ун пек тумалла маррине курсах тӑратӑп, анчах тӳрлетме пултараймастӑп, ман ӗҫ мар, улпут ӗҫӗ. Лаша тулхӑрса илчӗ, туртӑнчӗ вӑл Лурие илсе килнӗ чух, унтан темле пӗр хаяр карчӑк — темшӗн вара пӗр ӑна ҫеҫ астуса тӑраттӑм эпӗ — вӑл пычӗ те пӗр сас кӑлармасӑр лашине аллипе пуҫӗнчен тӗкрӗ. Япӑх мар вӗт, э? Эпир канса киленсе ларнӑ чухне, оливка йывӑҫсен хыҫӗнчен пӗр ача чупса тухрӗ. Ҫак япала пурте эрехрен килнӗ, — ӳсӗр пулнӑ эпӗ, — ҫитменнине тата ҫилленсе кайнӑ… Ҫак сасӑсем пӗрре шӑпланаҫҫӗ, тепре пӗрне-пӗри хупласа хураҫҫӗ. Сасӑсем, вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса, татти-сыпписӗр янӑраса тӑчӗҫ, юлашкинчен пӗр тӑтӑшшӑн илтӗнекен шава пӗрлешрӗҫ. Ачан куҫӗсем халӗ те куҫҫульпе шывлӑ-ха, анчах пурпӗрех хускавсӑр; пичӗсем унӑн халӗ те ӑншӑртпа туртӑнса-чӗтренсе илеҫҫӗ, ҫавӑнпа пӗрлех вӗсенче ачанни пек мар тарӑн та пысӑк хуйхӑ палӑрать. Вӗсем сада тухнӑ. Ҫакӑн пирки ӗнтӗ сире пӗрлешӳллӗ пурнӑҫпа улӑштаратӑп та. Хуралса кайнӑ кивӗ ҫулҫӑ айӗнчен курӑнакан ҫара вырӑнсенче тӑпра кӑвакарнӑ пек пулнӑ, ӑна пӑхсан, пӗр ҫӗрте ларакан шыв ҫине шапа пӑтти сӑрса илнӗ пек туйӑнать. Мухтавлӑ географ документӑн кашни сӑмахне пинмӗш хут аса илет. Строительство начальникне Панкратова лартнӑ. — Суюк-суна пӗлетӗн-и? Вӑл хӑйне кӳреннӗ тесе шутламан, нимрен ытларах хӑех айӑплӑ тесе шутланӑ. Пӗр «неуд» кӑна, вӑл та пулин арифметикӑпа ҫеҫ, вӑл та пулин атӑ тасатнине пула пулчӗ, Ружичек вара мана чӗнчӗ те: — Григорьев, эсӗ аттуна мӗнпе сӗретӗн? Ах, турӑҫӑм, мӗн пек тӑрса юлнӑ вӑл, э, шкилет кӑна! Макар каллех ыйтать унран: «А вӑт эпӗ сана сулахай хӑлхунтан янклаттарса ярсан, мӗн, сулахай хӑлху ҫеҫ янраса кайӗ тесе шутлатӑн-и эсӗ? «Пире вӑл пулӑшни ҫав тери хака ларчӗ» тесе вӑл ун ҫинчен ҫырать иккен. Ҫакӑн ҫинчен пӗлсенех яхта экипажӗ хуйха ӳкрӗ, мӗншӗн тесен борт ҫинчи ҫынсем пурте ҫак вӑрттӑнлӑха боцман пулнӑ ҫын пӗлессине шанса тӑнӑччӗ. Анчах эпӗ кашни уйӑхрах, алӑк янахӗ ҫумне тӑрса, хам пӗве виҫме манман. — Вӑл суя! — Ох-ха-ха-ха!.. Унӑн та юнӗ вӗриленсе кайрӗ. Огнянов шанмасӑр пӑхрӗ юлташне. Акӑ малти лини. — Юр-лӑ-пӑр мӗн те пу-ли-и-н! — чиркӳри антифон кӗввипе тӑстарса ячӗ Веткин. — Юр-лӑ-пӑр мӗн те пу-лин. Юрлапӑр мӗ-ӗн те пу-у-лин! — тытса илсе, хыттӑн ҫӗклентерсе ячӗҫ ыттисем. — Столицӑра эмелленнӗ ҫын, питӗ япӑх тухтӑр патне ҫӳренӗ пулсан та, ҫапла шутлать: центртан аякри вырӑнсенче вӑл пӗр коновалсене ҫеҫ тӗл пулма пултарать. Мӗн пур пуҫлӑхсемпе командирсене халь пирӗн пеккисене ӗнсерен парса хӑвалама хушнӑ. — Эпӗ пачах м-маннӑ, — терӗ вӑл айӑпа кӗнӗ ҫын пек. Ҫак ҫутӑра пӗвеленӗ шыв ҫулӗн тӗпӗнче чавнӑ шӑтӑк уҫҫӑнах курӑнать. Ку чӑннипех те Ангола, темиҫе ҫул каярахпа ҫав тери тертленсе пӗтнӗ Камерон — кӑнтӑр енӗпе, Стэнли ҫулҫӳревҫӗ — ҫурҫӗр енӗпе урлӑ каҫнӑ ҫӗршыв. Карапсене тӗрӗслес йӗркене пӗтӗм тӗнчипе йышӑннӑ пулсан та, хӑйсене пысӑк услам паракан хура чурасен суту-илӗвне вӗсем малалла тӑснӑ. Тепӗр тесен, ку тӗрӗслев шанчӑксӑр карапсен докуменчӗсене пӑхнипех иртсе кайнӑ. Унӑн яланхи пекех ухмахла сӑмахӗсем ҫак сехетре Артамоновшӑн темшӗн уйрӑмах тӑшманла пулнӑ; дворникӗн арпашса кайнӑ сухалӗ, шӗвек, пӑтранчӑкрах куҫӗсем, пӗркеленнӗ чул пек ҫамки ҫине пӑхса, Артамонов ҫак ҫын ытларах та ытларах киревсӗрленсе пынинчен тӗлӗнчӗ. — Тӳрех килтӗр-и? Эпӗ унашкал вӗрентесси пирки хирӗҫленине хӑвах чухлатӑн… Качамӑйрипе сут тӑвакан тусӗ те ӑнланма пултарайман ӑна, ылхавлӑ Крэнкбиль атте йӑлт тискерленсе кайрӗ, тенӗ вӑл ун ҫинчен. Анчах эпӗ сайра хутра ҫеҫ сыпкалатӑп. — Мана чӗнмен, — тенӗ Фома. — Сывӑ пул, Степа. — Акӑ ҫакна. Инҫетри ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен кашниех суйса каласа пама тӑрӑшать… Эпӗ тупа тӑватӑп, никама та каласа памастӑп, терӗм, ӗнентерсех ыйтрӑм. — Анчах та кунтан та начартараххи вӑл — ҫав тери нумай вӑхӑт иртсе кайни, эпир пур ҫаплах-ха Ваноканран — инҫетре. Те ҫурҫӗрелле, те кӑнтӑралла, те тухӑҫалла, те анӑҫалла вӗҫмелле пирӗн, хамӑр ӑҫталла вӗҫмеллине те тӗплӗн пӗлейместпӗр эпир. — Пӑх-ха эсӗ: мӗн порцийӗ вӑл? Хӑрах кӗсменӗ хуҫӑлнӑ, сулли юшкӑнпа вараланса пӗтнӗ, ун ҫинче йывӑҫ тураттисемпе ҫулҫӑсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Уэлдон миссис хирӗҫ чӗнмерӗ. Cet ase est sant pitie — ку ҫӳлтисем хӗрхенме пӗлмеҫҫӗ, тесе Лафонтенах каланӑ-ҫке-ха. — Тӗлӗнмелле, Гек, шутсӑрах тӗлӗнмелле, — эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп. — Нимех те мар! — кулса илнӗ Игнат. Лось кӑмрӑк хӗрӳлӗхӗпе ӑшӑннӑ куҫӗсене калаҫташӗ ҫине куҫарчӗ: — Ҫук, мана хӑрушӑ мар. Ҫӳҫӗ унӑн ҫутӑ пулсан та, мӑйӑкӗ те, куҫ харшийӗ те хура, — ҫыннӑн йӑхне пӗлтерекен паллӑ, шурӑ лаша та хура ҫилхеллӗ пулать-ҫке. Пӑван хӑнасене, уйрӑммӑнах Мадзини партин вырӑнти организацин членӗсене, хапӑл туса кӑмӑллӑн йышӑннӑ. Тупата, эпӗ хам та нимӗскер ӑнланмастӑмччӗ. Тӑван хӗнени кӳренмеллех мар-ха вӑл, анчах ют ҫын хӗнесен — питӗ хурланмалла. — Ромочка, мӗн пулчӗ сире, ара, ҫак териех? Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ… Анчах та часах эпӗ — «ытла ир» вӗренме пуҫлани, эпӗ ялта учитель пулма экзамен парсан та мана — ҫул ҫитмен пирки — вырӑн парас ҫукки паллӑ пулчӗ. Куншӑн эпӗ савӑнтӑм. Игорь, эпир калаҫса пӗтерессе тарӑхса кайса кӗтекенскер, хыпалансах темскер каласа парать, Николай Антоныч, ӑна итлемесӗр, шухӑша кайса мана хыҫран пӑхса юлать. Каама ун чӗрин айӗнче авкаланми пулсанах, Дик Сэнд пӗтетчӗ. Шато-Гонтьере де-Тальмон принцпа калаҫатӑн. Кун ҫинчен вӑл тӗплӗнех пӗлнӗ, калаҫасса та ку ыйтупа мӗнпур кӑмӑлтан калаҫнӑ. Ҫакӑн ҫинчен аса илсен, эпӗ халӗ те хӗрелсе каятӑп. Чӗри унӑн хаваслӑн, анчах хуллен хускалса илчӗ: телее пула ывӑннин йӗрӗ ун ҫинче те пур иккен. Кун ҫинче нимӗн тавлашса тӑмалли те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫултан-ҫулах Никита Хопров Лапшинова «пулӑшса» пурӑнчӗ: укҫасӑрах, ахалех сухаласа, сӳрелесе пачӗ, кӗлте парса тӑраканни пулса, Лапшиновӑн авӑн ҫапмалли машини ӑшне тулӑ кӗлтисене чиксе тӑратчӗ. Эпӗ сире паллаймарӑм, Риккардо! Мирон сӳннӗ пирусне пӑрахрӗ те, пуҫӗпе Якова хулпуҫҫинчен тӗксе, хуллен ӳлесе илчӗ: — Эс-с пӗлместӗн, епле лайӑхчӗ вӑл… А эпӗ: манӑн вӑл ҫук та, тетӗп. Найденов тата? Йӑрӑмлӑ кит вӑйлӑ магнит евӗр «Пилигрима», ун экипажне хӑй патнелле туртнӑн туйӑнать. Юпитер ятлӑ ҫап-ҫутӑ планетӑна сӑнани пуринчен те интереслӗрех пулнӑ. Ҫавӑн пек сӑнава Галилей чи малтан 1610 ҫулхи январӗн 7-мӗшӗнче туса ирттернӗ. — Ку мӗншӗн тата? — ыйтрӗ Елена. Давыдов тӗксӗмленчӗ. Шухӑшӗсем хаяррӑн сӑхаҫҫӗ-ҫыртаҫҫӗ. — Эсӗ чипер хӗр ҫинчен калаҫнӑ чух акӑлчан лаши ҫинчен сӑмахланӑ пек калаҫатӑн, — терӗ Грушницкий, кӑмӑлсӑрланса. Вара вӑл каллех порей ҫыххисене суйлама пикеннӗ; унтан вӑл хӑй кӑмӑлне каякан ҫыхха суйласа илнӗ те, чиркӳри иконсем ҫине сӑрласа тунӑ светуйсем пальма тураттине пӑчӑртаса тытнӑ пек, хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ. Темиҫе ҫуртра пулнӑ хыҫҫӑн эпӗ хама хам шанакан пулнӑччӗ ӗнтӗ, князь ҫурчӗ патне те самаях лӑпкӑ кӑмӑлпа ҫывхараттӑм, сасартӑк хам унӑн пурлӑхне йышӑнса юласси ҫинчен Корнакова княгиня каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ; кунсӑр пуҫне эпӗ крыльца умӗнче икӗ экипаж куртӑм та именсе кайрӑм. Сакӑрҫӗр допризывник, казарма патне ҫитсенех, выртаҫҫӗ те ҫывӑрса каяҫҫӗ. Вӗсем пирки таса шухӑшласси ҫавӑнтанпа манӑн урӑх пулман, пулма та пултарайман. — Мӗн тетӗр эсир? Пӗр-пӗр ремеслана вӗренес пулать. Темскер, вӗрискер, унӑн кӑкӑрне юхса кӗнӗ, рычага ҫавӑрнӑ ҫӗре каякан вӑй вырӑнне ҫак вӗри япала йышӑнсах пынӑ. Давыдов хӑй те сисмесӗр чылай малалла кайрӗ. Ют ҫынсем пур чухне вӑл ман ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмасть; анчах хӑмӑр кӑна юлма тӗл килсенех, эпир пӗр тӳлек кӗтессе вырнаҫса ларатпӑр та, пурин ҫинчен те манса тата вӑхӑт иртнине асӑрхамасӑр, шухӑшла-шухӑшла калаҫма пикенетпӗр. Егорушка хӑй ҫинчен чӑптине сирчӗ те, ҫыххине илсе, лав ҫинчен хыпаланса анчӗ. — Джульетта ҫап-ҫамрӑк хӗрача-ҫке, вӑл кукша пуҫлӑ, кӑвакарнӑ бакенбардӑллӑ пулни ытлашши тӗлӗнтермӗ-ши? Вӗсем этемӗн пӗтӗм хуйхине ҫӗнтерме утаҫҫӗ, пӗтӗм ҫӗр ҫинчи хурлӑха, ирсӗрлӗхе тӗп тума ҫӗкленнӗ те — ҫӗнтереҫҫех! Пӗлтӗрех-ха вӑл, пӗрлешсе ҫӗр ӗҫлемелли юлташлӑхсем йӗркеленӗ чухнех, сулахай еннелле туртӑнкалатчӗ, ҫавӑн чухнех эпӗ ӑна асӑрхаттарнӑччӗ. Ӑна Хуан тесе чӗннӗ. Кӗтсе тӑрар! Калитке патӗнче контрабандист курӑнсан, Мартини кӗленче алӑка уҫрӗ те, ӑна хирӗҫ веранда ҫине тухрӗ. — Тӗлӗнтермӗшӗ-мӗнӗ, ытлашши ҫӑткӑн. Анчах ку вӑхӑтра хӗрӗн пит-куҫӗ улшӑна пуҫларӗ. Унӑн юлташӗсем йӗри-таврана тӗлӗнсе, ҫӗр чӗтреннипе вилтӑприсене ҫавӑрттарса пӑрахнӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр масарпа утнӑ пек, сӑнаса пычӗҫ, ҫапах вӗсем ним ҫинчен те ыйтмарӗҫ. Унта пурте тутлӑ япалана юратаҫҫӗ: шляхтич пичке хыҫҫӑн пилӗк ҫухрӑм таран чупӗ, ӑна шӑтарӗ те унтан ним те юхманнине курӗ, вара: жид пуш пичкене турттарса каяс ҫук, унта мӗн те пулин пур пулас, тейӗ. Унтан тепӗр аякки ҫине ҫаврӑнса выртса, сехет пружинине пӑрса хытарчӗ те, текех вара ирччен те хускалмарӗ. Паллах, нумай та пулмасть кунта пӗчӗк ял ларнӑ. Макар ҫав кунах Демка Ушков арӑмӗнчен юрӑхлӑ хакпа хуҫалӑхра ытлашши автана туянчӗ те, Ҫӑрттан мучи ӑна Майданников патне кайса пачӗ. Ку тӗрӗс-ха — черечӗ вӗсен, анчах ҫапла тунинчен вӗсене мӗн усси-ха, ҫакна пӗлеттӗм эпӗ. Лось тинех аса илчӗ: кайӑк шӑпах ҫавсем пирки юрлать: Аэлита, Аэлита… Пуринчен чипер те вӑл, тата «Св. Мария» ишни ҫинчен эпӗ хам ҫӗкленсе хӗпӗртесе каланӑ ҫӗрте вӑл та тепле майпа ҫавӑнтах пурччӗ. Чӑн та, ун чухне уйӑх ҫути пурччӗ, ҫитменнине тата ун хыҫҫӑн йытӑ уласа чупатчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тимӗр кӑвак лаши мана паллӑ парса малта пымашкӑн хушрӗ. Вӑл уласах макӑрса ячӗ, питне аллипе хупларӗ, Давыдов умӗнчен варт ҫаврӑнса, малтан утса кӑна, унтан — малалла ӳпӗнсе, йӗпе аллисене пичӗ ҫинчен илмесӗр — тӑкӑрлӑк тӑрӑх чупса кайрӗ. Валька чӗрӗпӗ тупӑнчӗ. — Паян Ягушкин помещик сана ыйтрӗ, — тесе хушса хучӗ дежурнӑй. Лантенак Симурден аллине лекрӗ. Эпӗ хампа мӗн пулассине халь хам та пӗлместӗп, акӑ мӗншӗн эпӗ хӗҫпӑшалсӑр ҫын майлӑ. Ҫӳҫне вӑл пӗве ҫитнӗ хӗрсем пекех ҫурмалла уҫса пуҫтарнӑ, кӑмӑллӑ хура ҫӳҫӗ айӗнчен тӗлӗнмелле хӑлхи, ҫӗнӗ хӑлхи курӑнать. Вуникӗ е вунпилӗк тискер чӗрчун тӗттӗмре караван хӗрринчи ҫынсем ҫине тапӑннӑ. Полина пирусне ҫӑтӑртатмаллах ӗмсе илчӗ те тӗтӗмпе хутӑш, анчах айӑпа кӗнӗ ҫын пек мар, ытахальтен ҫеҫ каланӑ пек каларӗ: — Ипполит Сергеевич мана милосерди сестри пулма ӳкӗтлет… Кунта Гостинӑй двортан тата пасартан вырӑс купцисем пӗтӗм флотилийӗпех килнӗ. Старик Пейсах, кӑшкӑрнӑ сасса илтсе, алӑк енне ыткӑнчӗ, анчах ӑна кӑкӑрӗнчен йывӑррӑн ҫапса, стена патне сирпӗтсе ячӗҫ. — Эсир ӑна ан итлӗр: ахаль ҫеҫ вӑл, кӑштах ӑсӗ йӗркерен тухнӑ пек пулнӑ унӑн. Паллах, профессор ытлашши шухӑша каякан ҫын мар. Каллех улталарӑн-и?», тесе ятлаҫать. Халь ӗнтӗ вӑл тусне мӗнле лайӑхрах ҫӗре вырнаҫтарас пирки шухӑшлама тытӑнчӗ. Валька хавасланчӗ, анчах унӑн хӑйӗн ӗҫӗ нумай. Тепӗр кун экспедици кӑвак ҫутлах тапранчӗ. Унӑн старикрен мӗн те пулин ыйтса пӗлес килнӗ. — Асатте! — тесе кӑшкӑрнӑ вал, старик лӑплансанах. — Эсӗ шыври темӗнле чӗрчуна кӗлтурӑн. Вӑйлӑн сиксе тухнӑ вут ҫути сасартӑках пиҫнӗ сливӑсен ҫыххине хӗрлӗн-кӑвакӑн ҫутатса ярать е унта та кунта сара гpyшӑсене хӗрлӗ ылттӑн тӗслӗ туса кӑтартать. Хӑйне ялан чипер тытакан арӑмӗ те пулин кулмасӑр чӑтаймарӗ. Вӑл ман паталла аллине тӑсрӗ. Ун пуҫӗ шлепке айӗнчен курӑнми пулчӗ; пысӑк чечек туни пек черчен мӑйӗ ҫеҫ курӑнчӗ. — Вилме яланах пулать, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ лоцман. — Э, Симурден гражданин, эсӗ кунта ытлашши ҫын мар, — терӗ те Дантон, Симурдена аллине тӑсса пачӗ, унтан ҫапла хушса хучӗ: — Симурден гражданина, пирӗн ӗҫсем мӗнле пынипе паллаштармалла. Американец асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, Дик Сэнд ку хутӗнче пӑшалне ҫӗклерӗ те персе ячӗ. Ҫавна тума эпӗ пултараттӑм, эпӗ Анатри пасарти купецсене тӗрлӗ сӑнсемпе кӑтартса, вӗсем ҫинчен каласа кӑтартма пӗлеттӗм, мужиксемпе арӑмсем икона сутнисене, приказчик вӗсене ҫивӗччӗн улталанисене, кӗнекеҫӗсем мӗнле тавлашнисене туса кӑтартса параттӑм. Йӗрсем питех палӑрман ҫӗрте хуллентерех утса, лайӑхрах палӑрма пуҫласан, каллех хытӑрах утса, Зеб ҫапла пӗр миля ытла кайнӑ. — Йытӑсем тӗлӗшпе эсӗ ӑста, факт! Ку прошени тӑрӑх К… земски суд тӗпчесе тухнӑ хыҫҫӑн ҫакӑ палӑрчӗ: маларах асӑннӑ гварди поручикӗ Дубровский, халӗ ҫав тавлашуллӑ именипе усӑ кураканскер, вырӑнта тӗпчеме пынӑ дворянски заседателе ҫапла каласа панӑ-асӑннӑ Кистенӗвка ялӗнчи эпӗ тытса тӑракан имени, … чун ят ҫӗрӗсемпе тата тӗрлӗ пурлӑхӗпе пӗтӗмӗшпех мана хамӑн аттем — артиллери подпоручикӗ Евграф ывӑлӗ Гаврил Дубровский вилнӗ хыҫҫӑн халал йӗркипе юлнӑ, тенӗ. Ку ӗҫе пӗлетӗп эпӗ… Вӑл Гаррис сутӑнчӑк пулнине те пӗлет. Ҫиҫӗм ялт та ялт! ҫиҫсе илнӗ чухнехи пек, ун умӗнче пӗрре нимӗҫ танкӗсем, тепре вилсе юлнӑ ҫынсем, унтан тата шурӑ хурӑнсен сӳнми ҫуттипе ҫутӑлса ларакан тӑван Ольховка ялӗ тӗлӗнчи шурӑ кӑвакарчӑнсем вӗлтлетсе илнӗ… Мӗскӗн ученӑйпа ун юлташӗсем, Дик Сэндпа Томсӑр пуҫне, хӑйсем Америкӑра иккенне халӗ те ӗненчӗҫ-ха, ӗненмесӗр тӑма сӑлтавӗ те ҫукчӗ. Ҫук, апла калас теменччӗ эпӗ. Ун ҫинчен эсир ним те пӗлме ӗлкӗреймен пулӗ-ха тесе шухӑшларӑм анчах. Юлашкинчен мистер Дэнс хӑйӗн калавне пӗтерчӗ. Ман пирки ан та пӑшӑрхан, кӑйкӑр пек кайса чиперех таврӑнатӑп. Ҫавӑнпа та эпӗ хирӗҫсе кайрӑм. — Намӑссӑр пулаҫҫӗ! — лаплаттарса хунӑ Фома. Алӑк патӗнче тӑрса, Артамонов унӑн шурӑ аллисем ҫине, тулли ура хырӑмӗ ҫине, пӗҫҫисем ҫине куҫхаршисем айӗнчен нимӗн чӗнмесӗр пӑхрӗ, ҫав вӑхӑтра ӑна сасартӑках унпа йӑпанас вӗри кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ те, вӑл унӑн аллисем хӑйӗн ӳтне ыталаса илнӗ пек туйрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, Артур кимӗ тӗпӗнчен тӑрса, витӗннӗ тумтире хӑй ҫинчен сирсе пӑрахрӗ. Козаксем походра, вӑрҫӑра, йывӑр та асап ӗҫре ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пулсан, вӗсем айӑплӑ пулнӑ пулӗччӗҫ, вилӗме те тивӗҫлӗ пулӗччӗҫ, анчах эпир ӗҫсӗр лартӑмӑр, хула ҫывӑхӗнче ахалех сулланса ҫӳрерӗмӗр. Гленарван чи малтанах ҫак туземецсем «Британипе» крушени тӳснӗ ҫынсем ҫинчен ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерӗҫ тесе шухӑшларӗ те, хӗпӗртесе ӳкрӗ. Ещӗк стенисене тачӑ ҫыпӑҫтарса тунӑччӗ, алӑкӗсем тӑпса ҫинче уҫӑлса хупӑнмастчӗҫ, вӗсене ҫӗклесе-антарса уҫса хупмалла туначчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ман пӳлӗме пӗр шӑтӑк-ҫурӑксӑр тачӑ туначчӗ те, унта шыв пит сахал кӗчӗ. Аттен пит те ерипен шӑвакан хур шӑммийӗ ҫинчен куҫа илмесӗр пӑхса тӑратӑп. Анчах вӑл ҫавна суйнӑ пулсан, манӑн ӑна пӗлессӗм те килмест, ҫавӑнпа эпӗ ӑна пӑхмастӑп та. Часах тӗттӗмленсе ларнипе, ҫырӑвӑн юлашки йӗркисене Алексей кӗсьере чиксе ҫӳремелли пӗчӗк фонарьпе ҫутатса вуларӗ. — Ҫук ӗнтӗ — каласа пӗтеретӗпех! Лось ҫывӑрмасть. (Каштанка пӗтӗм этемлӗхе питех те пӗртан мар икӗ пая уйӑрнӑ: хуҫасем ҫине тата заказ паракансем ҫине; вӗсемпе кусем хушшинче чылай пысӑк уйрӑмлӑхсем пулнӑ: хуҫисем ӑна ҫапма тивӗҫлӗ пулнӑ, анчах заказ паракансене вӑл хӑй ура хырӑмӗсенчен ҫыртма пултарнӑ) заказчиксем таҫталла васканӑ, ҫавӑнпа ун ҫине кӑшт та ҫавӑрӑнса пӑхман. Урӑх эпӗ нимӗн те туймарӑм, нимӗн ҫинчен те шухӑшламарӑм. Кушаксене вара шуйттан пекех юрататӑп. Хӑйсен шӑпи пирки мӗн тери кулянсан та, асапӗсем чӑтма ҫук йывӑр пулсан та, вӗсем хӑйсен таврашӗнчи халтан кайнӑ чурасен ушкӑнӗ асапланни ҫине хӗрхенӳсӗр пӑхма, хуралта пыракан надсмотрщиксен тискерлӗхне курса, тарӑхмасӑр тӑма пултараймарӗҫ. «Вилӗ ҫуртри запискӑсене» те ҫавӑн пекех; Акӑ халӗ те вӑл, конверта уҫса, курӑнми ачашлӑхпа тулса шухӑшларӗ: «Эх Павлуша, Павлуша! Халь те пулин астрономне пӗлмесӗр карттӑсене ӳкерме май ҫук. Ҫавӑ сана пит кирлӗ-и вара? Тимур шаккарӗ. Хӗҫ чӑмӑртаса тытнӑ тахӑшин алли — шӑпах пусма картлашкисем тӑрӑх хырӑмпа шуса хӑпаракан ҫыннӑн алли — арча хупӑлчин тепӗр шӑтӑкӗнчен кӗнӗ те Иманус хырӑмне хӗҫпе тӑрӑнтарнӑ. Сывлӑш электричествӑпа тулса тӑрать. Лешӗ, хӗрелсе кайса, урӑх еннелле пӑрӑнать, Гаррисӑн паллисене ӑнланман пек пулать. Вӑл Корчагин ҫине кӑшт пӑхса илчӗ те, пуҫне ҫӗклемесӗрех, малалла ҫыра пуҫларӗ. Ҫавӑнпа иртерех ҫула тухса, хӑйсемпе пӗрле ҫителӗклӗ ӗҫме-ҫиме илсе каймалла пулнӑ. Шыв вӗреме кӗнӗччӗ ӗнтӗ, Степка, хуранти кӑпӑка пуҫтаратчӗ. Ун ҫамрӑк юлташӗсем ҫуралсанах ирӗклӗ граждансем пулса тӑнӑ, ҫавӑнпа шурӑ ӳтлӗ ҫынсенчен нихӑшӗ те вӗсене хӑйсен харпӑрлӑхӗ теме пултараймасть. Партколлектив секретарӗ, хӑйӗн ҫӑмлӑ урисене ҫӗрелле усса, пикенсех хул айне хыҫма тытӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, математикӑпа политикӑра пӗрпеклӗх пуррине ниепле те ӑнланма пултарайман пулсан та, Европӑри нумай математиксем политикӑпа интересленнине асӑрханӑччӗ. Хам шутланӑ тӑрӑх, эпир хамӑр ӑнланма пултарайман япаласем пирки хамӑра нумай пӗлекенсем вырӑнне хурса шутлатпӑр пулсан, ҫак ҫитменлӗх вара кашни ҫынрах пулма пултарать. Кусем — хӑрушӑ минутсем пулчӗҫ, ҫав минутсенче унӑн куҫӗсенчен куҫҫулӗсем хӑйсемех юхса тӑчӗҫ, йынӑшса ярас мар тесе, ирӗксӗрех тута хӗррисене юн тухичченех ҫыртса лартмалла пулчӗ. — Эсӗ Устин, ҫакна асра тыт: наянсене колхозра тытмастпӑр эпир! Пӗтӗм ҫурт хускалчӗ; Феничка аптӑраса ӳкрӗ. Николай Петрович шӑппӑн хӑйӗн аллине хуҫкалама тытӑнчӗ, Павел Петрович кулчӗ, шӳт турӗ, уйрӑммӑнах Базаровпа кӑмӑллӑ пулчӗ. Оксанӑна ҫак тӗркӗшӳ килӗшет пулас, питӗ савӑнӑҫлӑ вӑл: пӗрре пӗринпе, тепре тепринпе калаҫать, пӗр чарӑнмасӑр кулать. Хӑйсен лӑсӑллӑ турачӗсемпе вӗсем пӗлӗтелле кармашаҫҫӗ. Ҫуралнӑранпа та хӗвел курман, тутӑхнӑ тӗслӗ имшер ҫирӗксем чӑрӑшсем айӗнче халсӑррӑн кукӑрӑлкаласа лараҫҫӗ. — Паллах, ыратать, — терӗ вӑл, ҫилӗллӗ сасӑпа. 1821 ҫулхине Недоступная утравӑн чуллӑ ҫӗрӗсем патӗнче «Блендон-Голла» ятлӑ карап ҫӗмӗрӗлсе кайни пӗтӗм тӗнчене паллӑ пулнӑ хыҫҫӑн утравӑн ҫыранӗ хӗррине икӗ судно анчах килсе чарӑннӑ: 1845 ҫулта «Примоге», 1857 ҫулта американецсен виҫӗ мачтӑллӑ «Филадельфия» ятлӑ судно килнӗ. — Вӗсем черетпе пыраҫҫӗ — малтан пӗрисем, кайран теприсем, — тенӗ Синопа. «Тринидад» карап ҫаплах вара килне таврӑнайман: йышлӑ утравсем хушшинче тӗрлӗ май кумса ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл пӗтӗм экипажӗпе тенӗ пекех пӗтнӗ, ҫав карапран пурӗ те тӑватӑ ҫын кӑна ҫӑлӑнса юлнӑ, каярахпа вӗсем аран Испание таврӑннӑ. — Шӑпчӑксем тытатӑн?.. — Пурне те вӑрттӑн сӑнаса тӑраҫҫӗ. — Сирӗн санитарный коллектив текен ушкӑнра вуникӗ ытлашшипех сывлӑхлӑ арҫын… — Эсӗ тӗлӗнтӗн пулмалла? — Ҫапла, ҫапла, — эсир тӗрӗс калатӑр, — тенӗ Кольхаун тытӑнчӑклӑн, ҫавӑн ҫинчен вуҫех астутарасшӑн мар пулса. Эпир ҫыран хӗррипе кайрӑмӑр, Сильвер ҫав тери калаҫма ӑста ҫын пулни курӑнчӗ. Хамӑр иртсе пынӑ май юлакан кашни карап ҫинчен вӑл мана нумай сведенисем пӗлтерчӗ; вӗсен парусӗсене мӗнле туни, мӗн чухлӗ груз тиеме пултарни, хӑш ҫӗршывран килни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл мана портра пулса иртекен ӗҫ ҫинчен ӑнлантарса пачӗ: пӗр судно ҫине тиеҫҫӗ, тепри ҫинчен пушанаҫҫӗ, акӑ лешӗ, виҫҫӗмӗшӗ часах тинӗсе тухса каять. Тӗрӗс сӑн-пит, хура та пысӑк куҫ, ҫӳхе тута-ҫӑвар — ҫамрӑк чухне вӑл хитре пулнине халӗ те кӑтартса тӑраҫҫӗ. «Подзорная Трубан хулпуҫҫийӗ» ҫак хушӑк пулать пулӗ, тесе шутлатӑп. Каласа пар-ха эсӗ, сана мӗн кирлӗ? — терӗ вӑл старик ҫинелле пуҫне сулса. — Ҫын инкекне курса савӑнма ҫылӑх, хӗрарӑмсем. — Ӑнран кайнӑ-им вӑл? — ыйтатӑр эсир хӑвӑр хыҫӑртан пыракан хӗрарӑмран. Вӑл сирӗн ҫине хӑйӗн тӑванӗ ҫине пӑхнӑ пекех ӑшшӑн пӑхать. Езрахит Ефанӗнчен те, Еманран та, Хилколӑран та, Додрӑран та — Махол ывӑлӗсенчен — ӑслӑрах пулнӑ вӑл. Унӑн сӑмахӗсенче Никита яланах темӗн ҫинчен асӑрхаттарнине илтнӗ, ҫавӑн пирки вӑл ун ҫине тарӑхнӑ та, унран хӑранӑ та, — ҫавӑнпа пӗрлех вӑл ун ҫинчен тата та ытларах пӗлесшӗн пулнӑ. Каҫчен Саладо кӳллине ҫитес тесе, ҫулҫӳревҫӗсем васкарах утма пикенчӗҫ. Вӑл кӳлӗ океан хӗрринчех. Каҫ енне кайсан, сакӑр сехет ҫитерехпе, пирвайхи хӑйӑр кӗрчӗсем курӑнма пуҫларӗҫ, пурте питӗ ывӑнса ҫитрӗҫ. Часах ҫулҫӳревҫӗсене хум ҫапнӑ шав илтӗнме пуҫларӗ. — Океан! — тесе кӑшкӑрчӗ Паганель. — Океан ҫав, — терӗ Талькав. Вӑл ӑслӑ куҫӗсемпе хӑйӗн хуҫи ҫине пӑхать те, ӑна хӑйпе пӗрле пыма чӗннӗ пек, нимӗн тӑвайман енне кӗҫенсе ярать. Ну, укҫине мана обществӑран пуҫтарса парӗҫ-ха, кашни килӗрен вуншар пус тивет, ҫапла тума шутласа хутӑмӑр-ха эпир. Вӑл мӗнле майпа пуйса кайнине никам та ӑнлантарса пама пултарайман; анчах ҫынсем вӑл ҫав ростовщикрен темле условипе нумай укҫа илнӗ тесе калаҫнӑ. Йӑлт амӑшӗ пек! Эпир кирлӗ ҫӗре ҫитмен-ха, эсӗ ӗнтӗ каялла тавӑрӑнасси ҫинчен шухӑшлатӑн. Ҫак чӗрчун карап ҫинчи кока курайманнинче темӗн ӑнланмалла марри пур. Вӗсен вилмелли ҫеҫ юлнӑ. — Капла манӑн пӗр сӑмах каласси ҫеҫ юлать: юлташсем, Австралине! — тесе хучӗ Гленарван. — Пит аван ача, — терӗ Тимур. — Вӑл мана курчӗ те ҫул урлӑ каҫса ал пачӗ, сывлӑх сунчӗ. Эпӗ хама хам хуҫман, ҫавӑнпа хӗрарӑм та хуҫаймасть мана. — Тӳп-тӳррӗн… колонна ҫинелле… ротӑпа харӑссӑн… — уҫӑ та хаваслӑ тенорпа пӗтӗм плац илтмелле янӑраттарать иккӗмӗш взводра Лбов подпрапорщик, — пӗрре, иккӗ! — Ҫи, — ҫӑкӑр татки ҫине вӑлча сӗрсе, Егорушкӑна пачӗ Христофор атте. Пурте шартах сикрӗҫ. Анчах Николай Антоныча чӑн та ҫывӑх куратчӗ — е пире ҫапла туйӑнатчӗ кӑна-ши? Вӑл пурне те пӗлет. — Акӑ мӗн: паян каҫхине ватӑ мистер Джонс пурне те пӗр япалапа телӗнтерме шутлӑть, анчах эпӗ вӑл ҫавӑн ҫинчен мӑнаккӑна каланӑ чухне пӗтӗмӗшпех вӑрттӑн итлесе тӑтӑм, халӗ ӗнтӗ вӑл вуҫех те вӑрттӑнлӑх мар пулӗ тесе шутлатӑп. Анчах нумая пымасть вӑл, шӑратнӑ ҫу хумсене пӗр самантлӑх кӑна лӑплантарать. Алексей ун аллине тытса ывӑҫ тупанӗнчен чуптурӗ, унтан сасартӑк хаваслӑн та савӑнӑҫлӑн сиксе тӑчӗ: — Кӗсел ҫимелле-ха вӗт пирӗн! Ну, сывӑ пул-ха! — Питӗ аван. — Ман хыҫран пырӑр, анчах ним те ан чӗнӗр. Яланах пӗрле пурӑнакан туссем — пиччӗшӗпе шӑллӗ, упӑшкипе арӑмӗ, улпутпа тарҫи, уйрӑмах вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене уҫӑмлах каламан чухне, хӑйсем хушшинчи сӑмахсӑр ҫыхӑнусене хускану е пӗр-пӗрин ҫине йӑл кулса пӑхса илни урлӑ палӑртнине кам асӑрхаман пулӗ. Сюртуксӑр пуҫне, ҫурт хуҫи ҫинче сарлака шурӑ шӑлавар, бархат жилетка пур; жилетки ҫинчи сарӑрах хӗрлӗ лаптӑкӗсем пите пысӑк хӑнкӑласене аса илтереҫҫӗ. Капитан ӑна аяккалла хӑвалатчӗ, урипе те тӗртсе ячӗ, ҫавӑнпа Сергей кайса ӳкрӗ, анчах каҫарассине капитан ҫапах та каҫарчӗ. Хӑшӗсен, чӑн та, пӗрер мӑшӑр ырханкка вӑкӑр пур ӗнтӗ, анчах нумайӑшӗн вӗсем те ҫук, ытларахӑшӗн ӗнесемпе ӗҫлеме тивет. — Урҫа. Унӑн экваторӗнчи чи шӑрӑх вырӑнта кӑнтӑрлахи вӑхӑтра та ӑшӑ 20 градусран ытла хӑпармасть, каҫ еннелле вӑл нуль градуса ҫитиччен ӳкет, тул ҫутӑлас умӗн сивӗ 50 градуса ҫитет. Вӑтам ӑшӑ тӑракан вырӑнта хӗлле сивӗ 70 — 80 градус, полюссем патӗнче 100 градус та пулать. Марс ҫинче ӑшӑпа сивӗ пӗр талӑк хушшинчех питӗ хӑвӑрт улшӑнать. «Сывӑ-и, таркӑн!» — терӗ вӑл хӑйӗн тикӗс те ҫемҫе сассипе, унтан кулкаласа, ҫилпе хӗвелтен куҫӗсене хӗскелесе ӑна хирӗҫ утрӗ: — «Ӑҫтан тупрӑн ӑна, Катя?» Ҫапла, пӗррехинче, вӑл мана калать: «Тусӑм, тет, мана сунара ил-ха, тет: ку ӗҫӗн тути-масине пӗлес килет, тет». Хӑнасем тухса кайсан, усадьбӑра шӑпӑртах пулчӗ, анчах ҫак шӑплӑх суккӑршӑн темӗнле уйрӑмах ӑнланмалла мар пек, халичченхи пек мар та питӗ тӗлӗнтермӗшле туйӑнчӗ. Огнянов хӑйне йӗрлени ҫинчен, мӗн пирки йӗрлени ҫинчен васкӑвлӑн каласа пачӗ. Ашшӗ-амӑшӗсене пурӑнма чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитет те, ачасене те хулара пӑхса ӳстермелле пулса тухать. Станцине Кавказри хӗрлӗ ялавлӑ дивизи эшелонӗсем ҫитрӗҫ. Ирхи тӗтрене ҫил салатса ярсан, ҫӗрле кӗмӗл тум тӑхӑннӑ вӑрман, кӑвак та хаваслӑ сӑнлӑскер, хӗвел ҫуттинче йӗплӗ пасӗпе йӑлтӑртатма пуҫларӗ; вӑрман сасартӑк улшӑннине курса тенӗ пекех, ҫуркунне ҫывхарнине сиснӗ кайӑк-кӗшӗк чӗвӗлтетсе, юрласа ячӗ. Вышимирский шӑлӗсене хыттӑн шатӑрттарчӗ, пурте ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Доминикино ҫыруне Пӑван Джемма патне илсе кайрӗ. Джемма ҫырӑва тимлӗн вулама пуҫларӗ, Пӑван ҫав вӑхӑтра урайне ларчӗ те, салху куҫӗсемпе Джемма ҫине пӑхса, хӑйӗн умӗнче выртакан йыттӑн ҫӑмне сӑтӑркаласа якатма тытӑнчӗ. Парӑр-ха, хам тытса тӑрам. — Анчах калаҫса каварланнӑ пултӑр: пӗр сӑмах хушмасӑр, шӑпӑрт лармалла. Асту тата, ҫак сӑмахсене ытларах хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та ни металл, ни йывӑҫ саваламан, аллисене — ку паллах — наждак, хӑйра тытса курман ҫынсем калаҫҫӗ. — Юрать, Монтигомо пултӑр эппин, — терӗм эпӗ. Аркадий хӑй мучийӗ ҫине пӑшӑрханчӑклӑн пӑхса илчӗ, Николай Петрович хулпуҫҫийӗсене вӑрттӑн хускатса илчӗ. — Тӑхӑнӑрах, Карл Иваныч… Эпӗ сиртен ыйтатӑп, — терӗ анне, ун патнерех куҫса, хыттӑн, — лайӑх ҫывӑрчӗҫ-и ачасем? — Кам баррикадӑна илес тет? Ҫавна тӑр ухмах та тума пултарать. Эсир вара! — Пӑрах, ҫитет, — терӗ Петр, каялла ҫаврӑнса пӑхса. Эпӗ мекӗрленсе унтан ыйтрӑм: — Шӑтӑкра хураскер курӑнаканӗ — вӑл аннен тупӑкӗ-и? — терӗм. — Ахалех кутӑнлашатӑр эсир, Боярышников, — терӗ вӑл, хӑйне каҫарма ыйтнӑ пек. Аттен ҫавна мана калас килмен пек туйӑнса кайрӗ, ыттисенчен ыйтма хӑрарӑм. Ҫемьерен пӗр ҫын пулсан та ҫитет». Эсӗ пурне те пӗлетӗн-и? — виртлесе тӑрӑхланӑ пек ыйтрӗ Сергей. Юр ӑшне путакан туясем те Алексее утмашкӑн лайӑххӑн пулӑшайман. Ҫавӑ пӗтӗм ҫӗршывшӑн та законлӑ шутланать-и вара? Ку документра чӑнах та тӗрӗссине ҫырнӑ тесе йышӑнма пултаратӑп. Эс пӗччен кӑна мар, нумайӑшӗ курнӑ. Вӑл ҫак ӗҫ умӗн темиҫе минут каялла ҫеҫ кунта ҫитсе мӗн пулса иртнине шарламасӑр сӑнаса тӑракан юланутҫӑ пулчӗ. Вандеец пистолетне ҫӗклесе, хӗҫне сулса янине курсан, вӑл Говэнпа ун хушшине ыткӑнчӗ. — Тӗнчере мӗн пулмасть! — тавӑрчӗ Баэаров, вара пуҫне тайса илчӗ те тухса кайрӗ. Украинецсем темиҫе вагона вырнаҫрӗҫ. Яков Тарасыч, — ыйтатпӑр! — Secundo, эпӗ — чаплӑ герб шляхтичӗ, ҫав герб ҫинче «капанпа ула курак» ҫумӗнчех ахальтен мар ӗнтӗ кӑвак хӑю ҫинче хӗрес пур. Хӑй турра кӗлтуманнине аса илсе, вӑл турӑшсем умне тӑчӗ, анчах темиҫе ҫеккунтранах каллех ларчӗ, — унӑн чӗринче пуш-пушӑ пек туйӑнчӗ. Ҫавӑн пек курӑк пур. Па-ар! Тепӗр ҫыруне пӑхса тухар-ха, темле вӑрӑм ҫыру. Кхм! числине те лартман. Пуринчен ытла хӗрарӑмӑн психологине пӗлес пулать. — Манӑн атте вӑл! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт Грант. Вара вӑл Паганельрен ҫапла ыйтрӗ… — «Вӑл ман атте», тесе испанилле мӗнле каламалла? Куҫсем те, питсем те, сасӑсем те, утни-туни те, тумтирсем те, сывлӑш та, хӗвел те — пурте уявра. — Эсир ӑҫта пулнине эпӗ мӗнле пӗлем-ха? Лаша ури сассисем ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ. Эсӗ акӑ мӗн… аннӳ тухса кайнӑ-и сан? — Пурте ҫӑнӑх пулать? Пӑртак аяккарах, хӗвеланӑҫ еннеллерех тӑрӑр-ха, ҫакӑн пек инкекре ҫынна пуринчен ытла тусӗсен пичӗсене курни ҫеҫ йӑпатма тултарать, кунта ман пата никам та ҫӳремест, пӗр эсир ҫеҫ. Унта пирӗн кӗсресем ҫӳреҫҫӗ, эсӗ унта шӑпах хӑвӑн каччусемпе персе ҫитетӗн. Анчах пӗррехинче, ывӑнса ҫитнӗскер, эпӗ ҫав тетрадь ҫинчех ҫывӑрса кайнӑ та, пекарь эпӗ ҫырса пынисене вуланӑ. Эсӗ договорсем тума юратан курӑнать? Грассиние илес пулсан вара, вӑл Итали экономикине кирек епле чиновникрен те лайӑхрах пӗлет. Эпӗ ҫав Ҫӗпӗре этаппа кайнӑ чух, пӗр каторжанин мана ҫакӑн пек япала каласа кӑтартрӗ: вӑл вӑрӑ ӗҫӗпе пурӑннӑ, унӑн пилӗк ҫынлӑ шайка пулнӑ. Ӗнтӗ пурпӗрех! Кирек кам пулсан та Розалия Наумовна аппӑшне пытарма пулӑшнӑ-ха. Малта пыраканни ӳрӗк-сӳрӗккӗн сухалать пулсан, ыттисен те ирӗксӗрех унпала танлашса пымалла. Ахаль маориец пулсан, унӑн виллине ахаль шӑтӑках чиксе чулсемпе купалаҫҫӗ. Эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, хастарлӑ юратушӑн ҫуралнӑ ҫынсем хушшинче ҫутҫанталӑк илемне ӑнланакансем сайра хутра кӑна тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсем Ҫӗр питне кӑтартакан карттӑсем тӑва пуҫланӑ. Ҫав карттӑсем, паллах, тӗрӗсех пулайман, анчах пурпӗрех карттӑсемех пулнӑ. Салтӑн пӗчӗк улпут, салтӑн… Ҫырӑн комсомола. Вӑл пӑхса кулкаланине ӗнтӗ ак ҫапларах ӑнланма пулатчӗ пуль: «Халь мӗн калӑн-ха, Марко? Вӑл часрах сиксе тӑчӗ, алли револьвер патме туртӑнчӗ. Вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӗрелнӗ пӗлӗте пула уҫҫӑн курӑнакан тӗмсен ҫӑра турачӗсем хушшинчен типӗ варта йӑмӑх ҫутӑ курӑннине асӑрхарӗ. — Ну — этеме юратни мар, — терӗ пӑшӑлтатса Гаррис; вӑл акӑлчанла кунта кам та пулин ӑнланма пултарасси ҫинчен шутламарӗ те пулас. Вуласа тух акӑ, халӗ ҫеҫ илтӗм, — терӗ вӑл, хутне мана тыттарса. Ӑнӑҫсӑрлӑх кит тытакан мухтавлӑ ҫынна чунтанах пӑшӑрхантарчӗ: пӗрремӗш хут ҫакӑн пек пӗчӗк тупӑшпа таврӑнма тиврӗ ӑна. Вӑл кахалсене вӑрҫрӗ, вӗсем итлемен пирки кит сунарӗ ҫапла ӑнӑҫсӑр пулчӗ-ҫке. Пӗри пӗр вӑхӑтрах кӳме пек те, бричка пек те, тепри — кӳме те мар, бричка та мар; хӑшӗ тата утӑ купи евӗрлӗ, е мӑнтӑр купца майри пек, тепри тирпейсӗр жид евӗрлӗ е тирӗ сӗвӗнсех пӗтеймен скелет майлӑ, хӑшӗ аяккинчен пӑхсан, чӑпӑклӑ чӗлӗм пек, хӑшӗ тата ним евӗрлӗ те мар, ним маси те ҫук, халиччен ниҫта пулман япала пек. Боец хӑй айӑпа кӗнӗ пек унталла-кунталла пӑхса илчӗ те, хӑйӗн ҫӗнӗ шинельне тӳрлеткелесе, халӑх хушшинчен тухма пуҫларӗ. Ерофей Кузьмич килтех-мӗн. Колчо васкавлӑн кайрӗ. Ахӑртнех, вӑл мана кӳрентересшӗн пулман пулӗ. Пӗр уйӑх ытла каялла, Гвоздевӑн ӗҫӗ ӑнӑҫсӑр пулнӑ хыҫҫӑн, вӑл Оля патне кӑмӑлсӑр ҫыру ҫырса янӑччӗ, — ҫав ҫыру ӑна халӗ пачах та юрӑхсӑр пек туйӑннӑ. Оля ответ паман. Ҫӗр чӑмӑрӗнчен 1.400.000 хут пысӑкрах ҫав тӗтреллӗ ҫӑмха варринче эпӗ хама хам планетӑсен хушшинчи тӗнче уҫланкинче ҫухалса кайнӑ тусан пӗрчи пекех туятӑп… Ҫакӑн пек калаҫусем хыҫҫӑн, ачан тинкерсе пӑхакан хура куҫӗсем инҫетелле сайра-хутра ҫеҫ пӑха пуҫланӑ, вӗсен тимлӗхӗ те ӗлӗкхи евӗр пулман. Куҫса килнисем ӗнтӗ ӗҫ выльӑхӗсене те пусма тытӑнчӗҫ. — Ҫӑва патне пултӑр вӑл пурте! — Ҫумӑр ку айлӑма иртме май ҫук путлӑх туса хурӗ. — Кашни праҫникрех кунта ҫапӑҫу пулать! — ырӑласа каларӗ Рубцов, куҫлӑхне хывса. Йышӑнатӑп, сквайр ҫырӑвӗнче Тӑсланкӑ Джон ҫинчен вуласан, эпӗ ку ҫын хам кивӗ «Бенбоура» чылай вӑхӑт хушши сыхласа кӗтнӗ хӑрах ураллӑ моряк мар-и, тесе хӑраса шухӑшларӑм. Кунта вӑл юханшыв тӑрӑх кайса, балунда йӑхӗн ҫӗрне — хӗвелтухӑҫӗнчен юхакан Маконди Либӑна юхса кӗнӗ ҫӗре ҫити — пынӑ. Ҫи! Ҫапах та эпӗ капитана вӑл ырласа мухтанӑшӑн тата канаш панӑшӑн тав турӑм. — Юрӗ, эппин, ӗненетӗп сана, Гек. Халӑх вӑл, тӑванӑм, хӑйне тарӑхтарнине астӑвать. Паян ирхине ман патӑма Испани депутачӗсем килчӗҫ те хӑйсемпе пӗрле каретӑна лартрӗҫ. Ниме тӑман япалашӑн — хур аҫи тенӗшӗн! Паллах — мана пула! Василий пупӑн ҫиленсе кӑшкӑрнӑ сасси ӑна ҫавӑнтах чарса лартнӑ. — Турӑ упратӑр сана, — тетчӗ кукамӑшӗ, ҫӑварӗпе шӗвӗр сӑмсинчен кӑвак тӗтӗм кӑларса. Вӑл икӗ аллине те суллакаласа, пуҫне чалӑштара-чалӑштара илсе ҫӑварне уҫрӗ, анчах унӑн пырӗнчен хӑйӑлтатакан сывлӑш ҫеҫ тухрӗ. Кӗтмен ҫӗртен юрлама пуҫланӑ пекех, сасартӑк юрлама чарӑнса Мигун ним чӗнмесӗрех кимме шыв ҫине туртса антарать, вара ун ҫине ларса пӗр сассӑр тенӗ пекех тӗттӗмре ҫухалать. Эпӗ пуҫӑма тӗрлӗ шухӑшпа ҫӗмӗртӗм, — Зинаидӑна куҫран ямасӑр, пултарнӑ таран вӑрттӑн сӑнарӑм. Асту, курма сана! Ҫав хушӑрах эпӗ мӗн тума килӗшмен, мӗн паман пулӑттӑм леш фонтан патӗнчи телейлӗ каччӑ пуласшӑн! Ҫавӑнпа та Ерофей Кузьмич татӑклӑнах шутласа хучӗ: комендатурӑна чӗнмесӗр нихҫан та каймасть ӗнтӗ вӑл, староста туса пыма тивӗҫ ӗҫсене, ҫав ӗҫрен хӑтӑличчен, ҫаплипех туса пырать, анчах вӑл мӗнле ӗҫленине, хӑй вӑл ял ҫыннисене нимӗнле сиен те тума шухӑшламаннине — пӗтӗм ял пӗлсе тӑмалла. Анчах пирӗн калаҫу хушшӑмӑрта нимӗн те пулман пекех пычӗ. Вӑл статуя хӑй вырӑнӗнче шӑпах ҫӗр ҫул ларнӑ: ӑна 1692 ҫулта августӑн 12-мӗшӗнче лартнӑ, 1792 ҫулта августӑн 12-мӗшӗнче ишсе антарнӑ. — Ку ӑнланмалла мар вара. — Халӗ эпӗ те хӑратӑп… хамран хӑм хӑратӑп… Островнова эсӗ вӑл хӑвна кӳрентернӗ пирки вараласшӑн, факт! «Нимӗҫсене пытарасси интереслӗ ӗҫех мар-им?» — тет. — Ҫук! — терӗ кӗскен кӑна Павел. Кашни хутӗнчех тата вӑл, йӑнӑшне асӑрханӑ хыҫҫӑн, чунӗнче кичемлӗх, пӗчченлӗхпе темле вилӗ пушӑлӑх пуррине туя-туя илчӗ. Судьясем те, сэр Вальтер Ралей пекех, чӑкӑлтӑш пулнӑ пулсан, хӑйсен протоколӗсене вӗсем тахҫанах вута пӑрахса ҫунтарнӑ пулӗччӗҫ. Унталла вара ытарма ҫук вырӑнсем пур, унта тӗлӗнсе кайӑн. Платник пычӗ те темиҫе минутрах пӑчкӑпа касса тӑватӑ тӑваткал фут пысӑкӑш шӑтӑк турӗ; ещӗке пӗчӗкрех пусма ярса тӑратрӗҫ те, ҫав пусма тӑрӑх эпӗ ҫӳле хӑпарса ирӗке тухрӑм. Ҫавӑн хыҫҫӑн манӑн хал кайса килчӗ те, мана карап палуби ҫине йӑтса кайрӗҫ. Хыттӑн ҫывӑракан Фома хӑйне хултан такам силленипе вӑранса кайнӑ. Хӑрӑлтатакан сас ун хӑлхи патӗнчех кӗрленӗ: — Тӑр… — тенӗ ҫав сасӑ. Нимӗн ӳстермесӗрех калатӑп, мана ҫав халапсем чӑнласах тӗлӗнтеретчӗҫ. Эпӗ киле таврӑнтӑм, Турӑ лашапа калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн, унпа пӗрле ҫывӑхри вӑрмана кайрӑм. Жорж, нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, ашшӗ майлӑ ҫавӑрӑнса ӳкет те, хӑйӗн арӑмӗн совета хирӗҫле ҫемьипе пӗрле, мӗнле пулин те Корчагина ҫак ҫуртран кӑларса ярса, унран Тайӑна туртса илес ӗҫе пуҫласа ярать. Хӑюллӑ та аслӑ чунлӑ ҫынсем пуҫланӑ экспедици ӑнӑҫсӑр вӗҫленчӗ, трагедилле пӗтрӗ… Техаса куҫса киличчен Пойндекстер хӑй аппӑшӗн ывӑлне лайӑх пӗлмен. Вӑл хыттӑн кулса янӑ. — Ҫапла, ҫапла, вӗсем тӗрӗсех калаҫҫӗ, — терӗ вӑл. Рудольф Митман ротинчен мӗн пурри те пилӗк ҫын ҫеҫ чӗррӗн тӑрса юлчӗ. — Ман патӑмра ҫылӑх каҫарттарас теместӗр-и? Хулана вӗсем пире, паллах, кӗртмерӗҫ, куртӑр-и, сухаллӑскер, хураскер, еплерех хаярччӗ. Поярков епле вилни ҫинчен каласа панине аса илнӗ май Андрей йӑл кулса илчӗ. — Вӑл мана парӑма кӗнӗччӗ тата хӑй утрав ҫине кайнӑ чухне манӑн ҫӗҫҫе илсе кайнӑччӗ. Эпӗ аяккарах кайса тӑтӑм та ун хыҫҫӑн вӑрттӑн пӑхкалама тытӑнтӑм: вӑл хӑйпе калаҫаканнинчен ҫаврӑнса тӑчӗ, икӗ хутчен анасласа илчӗ. Вӑл мана шӑхӑртса хӑварма та пултарать. Алексей ҫинчен вӑл хӑйне ирӗксӗрлесех шухӑшларӗ, мӗншӗн тесен унӑн Никита ҫинчен, Тихон ҫинчен шухӑшлас килмерӗ. Аэроплансем те пулӗҫ. Гаврила ун ҫине пӑхса хытса кайрӗ. Кун пек тунипе те тӗттӗмленеймерӗ, куҫ умне, юмахри кӳлӗсем евӗр, кӑвак ялтӑравпа ункӑланнӑ тӑрӑхларах хура ҫаврашкасем ҫеҫ тухса тӑчӗҫ. «Пысӑк хырӑмлисене», тепӗр майлӑ каласан, хула буржуйӗсене персе вӗлерни вӗсене савӑнтарнӑ; вӗсем ҫакна «типӗ тытни хыҫҫӑн праҫник туни» тенӗ. Ӑна старик пулӑшрӗ: вӑл ӗҫме сӗнчӗ те, вӗсем ӗҫрӗҫ. Самолётсем каялла мар, малалла вӗҫсе кайнӑ. — Эпӗ пурне те халех ӗҫе тӑма хушатӑп! Ӗҫ мӗнле пулса тухӗ-ши? Ҫаксем пурте кӳлӗри сенкертерех, витӗр курӑнакан шыв ҫинче, кутӑн ӳснӗ пек, илемлӗн палӑрса тӑнӑ. Аллинче вӑл «Galignani» журналӑн юлашки номерне тытса ларать, анчах вуламасть, пӗрре сӳнсе, тепре чӗрӗлсе симӗсӗн-кӑвакӑн чӗтресе тӑракан ҫулӑмпа ҫунакан камин ҫинчен куҫне илмесӗр пӑхса ларать… — Валя! — Анчах манӑн туссем те пур, сирӗн те пулаҫҫӗ, — илтетӗп эпӗ Хохол сассине. Анчах сана кам ҫӳренӗ пек туйӑнать? Эпӗ ыйтнисене хуҫа пурне те тума пулчӗ, мана хӑйсен чӗлхине епле пулсан та хӑвӑртрах вӗренсе ҫитме сӗнчӗ. — Вӑл пире пӗтӗмпех парасшӑн! — сӑмах хушрӗ Степан. Астӑватӑп, пирӗн пуҫӑмӑрсем ҫав пӑчӑ, ҫурма ҫутӑ тӗттӗмре юнашар пулчӗҫ, ҫав тӗттӗмре унӑн куҫӗсем ҫывӑх та ачашшӑн ҫуталчӗҫ, уҫӑлса тӑракан тути вӗрин сывларӗ, шӑлӗсем йӑлтӑртатрӗҫ, ҫӳҫ вӗҫӗсем ман питӗме кӑтӑкласа ҫунтарчӗҫ. — Анчах, сеньор, манӑн ӑна курма пулмасть тени чӑнах тӗрӗс-и вӑл? Вӑл ик аллине те ман хулпуҫҫисем ҫине хучӗ те каласа памалла мар юратупа мана куҫран пӑхрӗ. Унта ачасене ашшӗсем обществӑра епле вырӑн йышӑнса тӑнине тата ачисем хастарӗсемпе мӗн юратнине кура тӗрлӗ вырӑнсем йышӑнма вӗрентсе хатӗрлеҫҫӗ. Том йынӑшма пӑрахмарӗ. Виҫҫӗмӗш кунне вӗсем пӗр ял патне ҫитрӗҫ. Вӗсем сутаҫҫӗ те туянаҫҫӗ, чирлисемпе сусӑрсене вӗрӳ-сурупа, тухатупа сиплеҫҫӗ. Эпӗ хамӑр патшалӑхри ҫынсенчен пӗртте илемсӗр мар тата ҫӳревсенче нумайччен ҫӳренӗ пулсан та ман ӳт сахал хуралса хытнӑ. Сухалӗпе жилет тӑрӑх ҫиллӗн шӑлса илсе, хӑйне хӑлхинчен туртса, вӑл:— Ӑста пытаннӑ эс кунта. Вӑл дивизисем хуласемпе ялсене тата крепоҫсене ҫавӑрса илнӗ. Пирӗн хуласемпе ялсенчи пурнӑҫӑн ҫур пайӗ аскӑнлӑхпа тулнӑ; малтан хӗрсем умӗнче ҫавӑн пек аскӑнлӑх ҫук тесе кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ, унтан хӑйсем ҫапла юла юпнине хӑнӑхса ҫитеҫҫӗ те, акӑлчансем пек, хӑйсем суйнине хӑйсем ӗненме пуҫлаҫҫӗ: вӗсем йӑла-йӗрке енчен тӗрӗс ҫынсем иккен, пурӑнасса та пӑсӑлман тӗнчере пурӑнаҫҫӗ. — Андрей! Вӑл мана: «Матушка Анна Савишна, хурах пусрӗҫ; хама кӑштах вӗлереймерӗҫ — Дубровский хӑй пулчӗ, мана ҫакса вӗлересшӗнччӗ те, хӗрхенчӗ, ирӗке ячӗ, ҫумра мӗн пуррине йӑлтах ҫаратса илчӗ — лашана та, урапана та туртса илчӗ», — тет. Ҫыран хӗрринче Тоня каҫса кайсах ахӑлтатса кулать. Анчах апла пулсан, кукамай мӗнле-ха вара? Ҫанталӑк ӑшӑнчӗ, тӗтӗм куҫа ҫеҫ ҫиет, — терӗ капитан. Чӑн, эпӗ мӗнпур пусахлӑвӑн тӑшманӗ, анчах, туршӑн та, сӑмса урлӑ паратӑпах ӑна хӑҫан та пулин!.. — Халӗ ӗнтӗ мӗн тумалла-ха? — тесе ыйтрӑм эпӗ юлашкинчен. Бомбовозсем аякран, хуллен тата йывӑррӑн вӗҫсе пынӑ, Лозневой малтан: «Кусем иртсе каяҫҫӗ пулӗ-ха, Вазуза патнелле каяҫҫӗ тӗн», тесе шутланӑ. «Ҫав ӗҫре пурте суяҫҫӗ» тенине эпӗ ӗненесшӗн мар, — мӗнле-ха вара апла пулсан, Королева Марго? — Е мана та вӗсемпе пӗрлех хупса хур. Чи малтанах вӑл ман хӗҫ ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Эпӗ ҫавӑнтах хӗҫе йӗннипе тата ытти хатӗрӗсем-мӗнӗпех салтса илтӗм. Лаша пекех ӗҫленӗ пулмалла… Ҫапах та Джемма планне йышӑннӑ иккен. Вӗсем хыҫҫӑн юланутпа малалла Демид Попович текен лутрарах кӑна тӗреклӗ козак тухрӗ. — Ох, судья, унта, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра… А — улпутсем, а — турри? Шнель! — Хурахне хурахсем мар та, санӑн йӗкӗтӳсем авӑ тустарса ҫаратса пӗтернӗ. — Эпӗ шӳт тумастӑп, — терӗ вӑл французла, — сире 10.000 пама пултаратӑп, мана сирӗн хутӑрсем тата эсир кунта ҫукки кӑна кирлӗ. — Майӗ пур-и? — Ия, ия, ия, эпӗ сирӗн кӑмӑлӑрсене питех те аван чухлатӑп, миссис Гарпер, питех те аван чухлатӑп. Санин еннелле ҫаврӑнса: ман юлташ фон Дöнгоф барон ӗнер пулса иртнӗ ӗҫшӗн пӑртакҫӑ… хӑй те… айӑплӑ пулнине пытармасть, ҫавӑнпа вӑл кӑшт каҫару ыйтнипе те килӗшме хатӗр — «des exghizes lecheres» тесе хучӗ. Артём салхуллӑн пӑхрӗ. Эрнекун, шывсӑр антӑхса ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑн, эпир каллех галерея ҫулӗпе малалла пыратпӑр. — Вӗсем ӗнтӗ пирӗн каялла каймалли хупӑ уҫланкӑ тӗлӗнчен иртсе кайнӑ пек туйӑнать. Ленин кӑтартӑвне пурнӑҫа кӗртме вӑхӑт мар-и ӗнтӗ, юлташсем? — Тӗнӗл хуҫӑк-ҫке… Эсӗ, Ливси, — судовой врач. — Усал-и вӗсем? — ыйтрӗ пӗчӗк Джек. Ҫак хыпара амӑшӗ лӑпкӑ пӑшӑрханупа итлерӗ. Мӗн тума пултарнине эпир пурне те тӑвӑпӑр. — Манпа кӑна улӑштарас ҫук, — терӗ Гленарван. — Ытла ӗшеннӗ эсир. Кивӗ пурнӑҫ пӑчланнӑ, халь ӗнтӗ ҫӗнӗ, пачах урӑхла, ҫав пурнӑҫра нимле йӑнӑш та туман-ха. Амӑшӗ куҫ харшине хускаткаларӗ, шухӑша кайрӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. Ӳтне мар, шӑммисене ҫапла усрасан ҫеҫ вӑл телейлӗ пулать. Эпӗ ларатӑп та хулӑм йӗппе ярса тытатӑп, — маншӑн хуҫа шел, яланах, пур ӗҫре те ман ӑна вӑй ҫитнӗ таран пулӑшас килет. — Точно так-с, — терӗ Петр. Килкарти урлӑ каҫнӑ чухне вӑл хуҫисен лаҫӗн уҫса хунӑ алӑкне тата шалта курӑнакан сенкер кӗпене асӑрхарӗ. Онбаши ӑна сиввӗн пӑхнине сисмесӗрех кайрӗ вӑл. Ҫапла пурте ҫӑлӑнчӗҫ, анчах апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсенчен чылайӑшне, тата майор карабинӗсӗр пуҫне ытти хӗҫпӑшалсене пурне те сулӑн ванчӑкӗсемпе пӗрле шыв илсе кайрӗ. — Эпӗ ҫавӑн пек шутламан пулсан, — терӗ вӑл татах, — хам мӗн курни ҫинчен, тӗрӗсрех каласан, мӗн илтни ҫинчен пӗр сӑмах та калас ҫукчӗ. — Ҫапла пулма вӗрентрӗм те эпӗ сана мӗн ҫамрӑкранпах. Тепӗр секундӑран Фелим тӳремлӗх еннелле ҫурӑмӗпе ҫаврӑнчӗ те, вӑйсӑрланса кайнӑ урисем чупма пултарнӑ таран, тӑвайкки тӑрӑх аялалла вӗҫтерчӗ. Пӗррехинче Николаева полк командирӗ винт выляма чӗннӗччӗ, Ромашов пӗлетчӗ ҫакна. Пӑван калаҫма чарӑнчӗ те Джемма ҫине вӑрттӑн пӑхса илчӗ. — Таҫта, вӑрмана пулас. Урапа курӑнса кайрӗ. Унӑн туртисем ик еннелле сарӑлса выртаҫҫӗ, курӑк ҫинче тилхепи, ӗнерчӗкӗ йӑваланса выртать. Карчӑк ӑс-тӑнӗ нимӗҫсем унӑн аслӑ хӗрне хӑй умӗнчех вӗлернӗ хыҫҫӑн пӑсӑлса юлнӑ. Вара хама хам: эпӗ Сонечкӑна юратса пӑрахнӑ ӗнтӗ, Варенька — ахаль хӗр, ман тусӑмӑн йӑмӑкӗ кӑна, тесе ответлерӗм. Кам та пулин ухтарса ревизи тӑвас пулсан та, ӑна хӑйне кирлӗшӗн кӑна туса ирттернӗ, уйрӑмӑнах лав ҫинче куҫа илӗртекен япаласем пулсан е хӑйӗн алли вӑйлӑ пулсан, ревизи тунӑ. Хӑй сӑна мар, ҫынсене те хӑйпе пӗрле васкатать. Ку тӗлӗшпе анне урӑхла шухӑшлани курӑнсах тӑрать, ҫапах тавлашма шутламарӗ. Тен, шуйттан та мар вӑл, — терӗ писӑр. Ҫапӑҫу хирӗнче тем шыраса, куҫӗсем унталла та кунталла пӑхкалаҫҫӗ. Хӑшпӗр чухне вӑл хӑйпе пӗрле кирек мӗн илсе килетчӗ, чӑннипе калатӑп, эпӗ унӑн пӗр сливине те, пӗр карамельне те тутанса пӑхман! — Ну, пирӗн аттемӗр, тырпул питех мар вара. Анчах та хӑраса кайнӑ карчӑкӑн илемсӗр чӑрӑлти сасси ӑна пӳлчӗ:— Памастӑп! Чӑнах та тӗлӗнмелле вӗт? Вӑл ӗҫре ытлашши хӑюллӑ пулни, пур ӗҫе те йӑпӑр-япӑр туса хуни пуринчен ытла Петра пӑлхатрӗ, уншӑн Алексей фабрикӑпа, хӑй вӗлернӗ упа ҫурипе вылянӑ пекех, вылянӑн туйӑнчӗ. Тахҫан ӗлӗк шкула юратни, тахҫан иртнӗ ача чухнехи ҫулсене самантлӑха аса илни ӑна пур япалана та мантарса ячӗ, салхулатрӗ. Пӳлӗмӗнче питӗ тӗксӗм, сивлек. — Август уйӑхӗнчи вӑрӑмтунасенчен те ытларах. — Сирӗн калаҫу вырӑссенни пек мар, — ҫемҫен кулса ӑнлантарчӗ амӑшӗ, арҫын шӳт тунине тавҫӑрнӑ май. Николай та, каллех сехет ҫине пӑхса илсе, ура ҫине тӑчӗ. Пӗтӗм тӗнчери столицӑсене ҫитсе, корольсен, императорсен, принцсен, князсен кӗписене тӑхӑнса пӑхнӑ. Усси пулман! Вӑл унчченхи пекех телейсӗр пулнӑ. Вӑл хӑйӗн тӑшманне, хӑйӗн тӑванне юратнӑ пек, кӑмӑллӑн саламланӑ. Эрнекун, майӑн 29-мӗшӗ. Кустӑрма, кустӑрма!.. Пӗлетӗр-и, пӗчӗк ачасем анчах ашшӗне ҫавӑн пек хытӑ юратма пӗлеҫҫӗ. Анчах ку ӑнӑҫсӑрлӑх Бульба чӗрине тата та ытларах пӑлхантарчӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл уншӑн пӗтӗм пурнӑҫне панӑ пулать. Пуҫӗнчи шухӑшӗсем пӗринчен тепри йывӑртарах пӑтрашӑнчӗҫ. Вланг вара ҫав-ҫавах ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса хаяррӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра чупрӗ. — Чарӑн! — терӗ тепӗр сасӑ хаяррӑн. — Ох, ку ученӑйсем! — терӗ майор лӑпкӑн. Аллусене эсӗ лайӑх ҫумастӑн… Йӗри-тавра шӑп пулчӗ. Тул ҫути килес умӗн яланах пӗр вӑхӑт сасӑсем лӑпланаҫҫӗ. Ҫутҫанталӑкри япаласем пурте ирхи тутлӑ ыйхӑпа хускалмасӑр ҫывӑраҫҫӗ. Кӗҫех пӑрахут ман тӗле ҫитрӗ; вӑл утрав ҫумӗпех ишет, пусмине хурсанах ун ҫинчен ҫырана тухма пулать. Апла эппин, сирӗн шухӑшпа, эпӗ преступлени тума пултаракан ҫын пек пӑхатӑп? Анчах, — тесе хушса каланӑ вӑл, — эпӗ йӗрсене лайӑх пӑхса, йӗрлесе пӗлмелле пултӑр тетӗр пулсан, ыттисене вырӑнӗсенчех юлма хушӑр. Астӑватӑп, пальто айӗнчен курӑнса тӑракан пысӑк та яки пуҫ чашки ҫине тата кӑвак хӑлха ҫине пӑхса тӑнӑ чух манӑн ни хӑрани, ни хӗрхенни те ҫукчӗ, — ҫавӑн пек кӑмӑллӑ ҫурхи кун хушшинче ҫын хӑйне-хӑй вӗлерме пултарнине ӗненес килместчӗ. Пӗлет. Сывалса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл кӗленче тӑвакан савӑта кӗнӗ. Мӗнле ҫын вӑл? Леш ват супнӑна курсанах палларӑм эпӗ. Вӗсем эрех сутса укҫа йӳнеҫтерчӗҫ те мана ҫӑкӑрпа качака чӑкӑчӗ илме хулана ячӗҫ. Хӗр ҫӗрелле пӑхрӗ те кӑштах хӗрелчӗ. Шӑрӑх чи пытанчӑк кӗтессене те кӗрет, пӗтӗм чӗрчун ҫурт ҫивиттисем айне пытанать, шӑрӑхра аптӑранӑ йытӑсем те кӗлетсем айӗнче кахаллӑн ыйхӑласа выртаҫҫӗ. Чӑнах та пӗлтерчӗ. Йӗпеннӗ пуҫне силлекелесе илсе, ун-кун суркаласа илчӗ те вӑрӑм хӑлаҫсемпе леш еннелле ишсе кайрӗ. Элек сарма ӑста хӗрарӑмсем, тӑкӑрлӑксенче те ҫӑлсем патӗнче пухӑна-пухӑна тӑрса, ырма-канма пӗлмесӗр ӑна ҫисе калаҫӗҫ, колхозниксем хирӗҫ пулсан, ӑнланам пек туса кулкаласа иртӗҫ. Старик сӑмахӗсене пула, пуҫӗ ун йывӑрланса, пӑтранса кайнӑ, ҫавӑнпа та, халӗ ӗнтӗ калаҫу ӗҫ ҫине куҫсан, Фома ҫӑмӑллӑн сывласа янӑ. Пурӑнма йывӑр пулсан, хӑвна ху пер те пӑрах! Паровоз кӑшкӑртни илтӗнчӗ, локомотив хускалчӗ, эпир чугун ҫулпа кайрӑмӑр. — Кирлӗ мар. Пулса иртнӗ мыскарасемшӗн пур светски вечерсене ҫӳрекенсем те ҫав тери хавасланчӗҫ, ку вӑхӑтра вара вӗсен хӗрарӑмсене култармалли сӑмах йӑлтах пӗтсе ҫитнӗччӗ. — Итле-ха, Солененький, — терӗ Полина, ҫапах та эпӗ ӑнланмастӑп, мӗнле-ха вара ку? Пукансемпе тенкелсене ӳпӗнтерсе, алӑк патӗнче пӗр-пӗрне хӗссе, юпасем ҫине карнӑ пуставсене тата чечек ҫыххисене татса, кӑшкӑрса йӗрекен ҫынсем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе собортан урама кӗпӗрленсе тухрӗҫ. Акӑ мӗн ҫинчен ҫырса яма пултаратӑп эпӗ сан заводна! Чӑн та, хӑш-пӗр чухне ӑна азотея ҫинче те пӗччен шухӑша кайса тӑнине курма пулать. — Хӑтарчӗ, хӑтарчӗ самолёта! Эпӗ тӳлетӗп вӗт. Эпӗ ывӑтнӑ вӗрен вӗҫне ярса тытрӗ те, шлюпкӑна карап ҫумнелле туртрӗ, эпир вара каллех ун ҫине сысна ашӗ, тар, сухарисем тиеме тытӑнтӑмӑр. Мӗншӗн вара тырӑ тӗлӗшпе тепӗр хут задани пама юрамасть пултӑр-ха? — Ни ни! Итлесемӗр, ара: мӗншӗн, кама кирлӗ пулнӑ тытӑҫуран ҫакнашкалах юнлӑ буффонада туса хумашкӑн? Эпир совет влаҫне хирӗҫ мар, хамӑр хуторти йӗркесӗрлӗхсене хирӗҫ, эсир пур пире пӗтӗм совет влаҫне хирӗҫ ҫавӑрса ярасшӑн. Эпӗ алӑка уҫрӑм та — тӗлӗннипе каялла чакса тӑтӑм. Ун ҫине пӑхса илесси кӑсӑклӑччӗ те… Эпӗ ӑна йӑлтах каласа парасшӑнччӗ, анчах тытӑнса тӑтӑм, хам ӑшра кулса илтӗм кӑна. Сӑмах май, вӑл нихӑҫан та ӗненӗвне татман, мӗншӗн тесен пуринчен ытла ҫӳлти турӑ пӑрахмасса шаннӑ, чун хастарлӑхне таса ӗненӳпе кӗлӗре ҫӗнетнӗ. Ну, спасибо, аллуна чӑмӑртатӑп. Халӗ вӗсем хавшанӑ, хӑвӑрӑлнӑ, ҫапах та хура расӑн чаплӑ ҫыннисен ҫирӗп кӗрнеклӗ кӗлетки тӳрех куҫа курӑнать. Ҫурҫӗр Америкӑри шкулсенчен пӗринче вӗреннин ырӑ йӗрӗ те палӑрать вӗсенче. Хӑш чухне, ҫакӑн пек шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑнах «наркӑмӑш» та темест, «ҫӑва» тет, шӳрпене тӳрех тӑкса ярать вара. — Енчен те револьверӗ килте юлнӑ пулсан? — ыйтрӗ Лбов. Унта пулнине астумастӑп эпӗ сана, тусӑм, ҫавӑркаласа пӑхсан, аван пулнӑ пулӗччӗ. Мир! — Кунсӑр пуҫне кунта тепӗр тухтӑр, чирлӗ ҫын патне килет, — терӗ малалла темӗнле кӑмӑлсӑрланнӑ Василий Иванович: — чирлӗ ҫынни аtad patres, тухтӑрне те кӗртмест: халь ӗнтӗ кирлӗ мар, тет. — Манӑн ӗҫӗ ҫавӑ: куҫна шан, аллупа вара хыпашласа пӑх, — терӗ шӳтлесе Давыдов. — Нивушлӗ эсир те ҫынсене вӗлернӗ? Вӑл пӳлӗмӗн ҫур ункӑлла сарлакӑшӗнче тӑракан сӑран тенкеле кӑтартрӗ. Тоня, нумаях та пулмасть ирттернӗ туй хыҫҫӑн, упӑшкипе вӑл пурӑнакан пысӑк хулана каять. Упӑшки унӑн ҫав хулара ҫул правленинче ответлӑ вырӑнта ӗҫлет. Тоня ҫул варрине пырса тӑчӗ. Кӗтесре пӗр курка шыв ларать; унпа юнашар хуратул пашалӑвӗпе каштансем выртаҫҫӗ. Сывлӑша пӗтӗмпех пахча ҫимӗҫпе выльӑх-чӗрлӗх шӑрши, кизяк тӗтӗмӗн йӳҫек шӑрши саралнӑ. — Капитан юлташ! — аран ҫеҫ, пырӗнче темскер тӑвӑнса тӑнине туйса, сӑмах хушрӗ Андрей. Эпӗ тенкелсене йӑвантара-йӑвантара ун патнелле ыткӑнтӑм. — Ҫук, ку чӑн-чӑн ӗмӗт — тӗллев. Пӗр-пӗринпе хӗреслентерсе хуҫлатнӑ ун урисем Ромашов питӗнчен ҫур аршӑнраччӗ, лутра туфлиллӗ те темле, сӑнӑсем евӗртерех шурӑ тӗрӗсемпе хура чӑлха тӑхӑннӑ икӗ пӗчӗк ура. Эпӗ виҫӗ ҫаврӑм ташларӑм (вӑл тӗлӗнмелле лайӑх ҫаврӑнать). — Анчах эпӗ ӑна качча каясшӑн мар. Эпӗ ку ӗҫе — юрӑхлӑ, ҫынсене мӗн каламаллине пӗлетӗп. Крэнкбиль адвоката хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен каласа пама тӑнӑ, анчах ку ӗҫе тума ҫӑмӑл пулман ӑна, мӗншӗн тесен вӑл калаҫма хӑнӑхман. — Юртать, — тесе мӑкӑртатса илчӗ хуҫа пуҫне сулласа та кулкаланӑ пек пулса. Шыв шайӗ ҫак асар-писер вӑйлӑ ҫумӑртан ҫеҫ килмест — тен, ҫывӑхран юхса иртекен мӗнле те пулин юханшыв, ҫырантан тухса, айлӑм вырӑна ейӳ янӑ пулӗ. Ӑна ҫав тери пысӑк айӑплӑ ҫын вырӑнне хурӗҫ. Халӗ мана ытлашши кичем пулмасть, эпӗ ӑҫта пытанса пурӑннине вӑл кама та пулин каласа парасран та хӑрамастӑп — хӑйне те ҫаплах каларӑм. — Вилес умӗн турра пуҫ ҫапма сӗнетӗп эпӗ сире, — терӗм вара ӑна эпӗ. Эпӗ майлаштарнӑ та пулӑттӑм, анчах сана шел. — Эпӗ ҫавӑн пек тӗпченине хирӗҫ тӑратӑп, — тесе сӑмах хушрӗ прокурор. Ҫак самантра Динго хаяррӑн вӗрсе ячӗ. Ун ҫумӗнче япӑх куракан е, тен, яланлӑхах суккӑрланса юлнӑ ача выртать. Паллах вӑл хӑйне ним чухлӗ те ятламарӗ. — Тӑхтӑр-ха эсир! — хушса хучӗ Бенедикт пичче. Ҫук пулӗ. — Мӗн пулнӑ вара? — ыйтрӗ Лозневой. Кунта та вӑл пурне те, яланхи пек мар, йӑлтах урӑхла, темле хыпӑнса, кӑштах пӑлханнӑ пекрех, васкаса ӗҫлерӗ. Дик Сэнд «Пилигрим» ҫулӗпе хӑвӑртлӑхне пӑхса пыма, унтан вӑтам хӑвӑртлӑхне тупса, кашни кун мӗн чухлӗ кайнине картта ҫине палӑртма шутларӗ. — Тухсан ак, эпӗ ӑна… Унтан, халь ҫеҫ тунӑ картлашкасенчен чӗркуҫҫисемпе хирӗнсе, аллисемпе ҫакланса хуллен ҫӳлелле хӑпарма тытӑнчӗ. Вӗсем ҫапла калаҫса татӑлчӗҫ: Алексейӑн ӗҫӗсем йывӑр, пӗчӗк йӑнӑш тусанах ӑна самолётпа тек вӗҫме чарма пултараҫҫӗ. Эпӗ тикӗт пичкине хӑвӑрт кӑна килкартине, унтан урама кустарса кӑлартӑм, хыҫҫӑнах краҫҫин пичкине ярса тытрӑм, анчах ӑна ҫавӑрсанах пичкен пӑкки тухса ӳкнине куртӑм, — краҫҫин ҫӗре юхма тытӑнчӗ. — Унтан, ҫавӑнтах, ура ҫине ҫӗкленсе, хатарлӑн командӑлама пикеннӗ: — Эй! халех, кам та пулсан, Микула турӑ чиркӗвне — пуп патне — вӗҫтерӗр! — Ман ыйтусем, — терӗ вӑл, — эсир вӗсем ҫине ответ парӑр-и? е ҫук-и, пирӗн хушӑмӑрта ҫеҫ юлӗҫ. Столовӑйра пулнӑ виҫӗ офицер ӑна типпӗн сывлӑх сунчӗҫ те, вӑл ан илттӗр тесе, пӗр-пӗринпелен ҫурма сасӑпа кӑна калаҫма тапратрӗҫ. Пулса иртни Дика хуйха кӗртсе ӳкермерӗ, пач урӑхла, ун кӑмӑлне ҫирӗплетрӗ, хӑюллантарчӗ, унсӑр пуҫне, Дик Сэнд сасартӑк хӑйне вӑй кӗнине туйрӗ. Часах София кӗчӗ, леш урисене шартлаттарни ҫине хавассӑн пуҫ тайса саламларӗ; эпӗ вара нимӗн те асӑрхаман пек пулса чӳречерен пӑхса лартӑм, анчах кӑшт пуҫа пӑрса вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлеме тӑрӑшрӑм. Вӑл пристаньте чарӑнса тӑрсан, лайӑх мар пек туйӑнатчӗ, эпӗ вара пӗрехмай кӗтеттӗм — акӑ тем пулӗ те, эпир вара Камӑран Белая шывнелле, Вятка е тата Атӑл тӑрӑх кайӑпӑр, эпӗ ҫӗнӗ ҫыран хӗррисем, хуласем, ҫӗнӗ ҫынсем курӑп, теттӗм. — Ав, капла та, хваттерте пурӑнаканни пулас, картишӗнче ҫӳрет, шуйттан. Пӑван аллипе стенана ҫапрӗ. Певчисем — ӳсӗр те сахал интереслӑ халӑх; юрлассине вӗсем юрлас килмесӗр, хӑна пулассишӗн тата яланах тенӗ пек чиркӳ юрри таврашне ҫеҫ юрлатчӗҫ, турра кӗлтума юратакан пьянцӑсем вара трактирте чиркӳ юррине юрлани вырӑнлӑ мар тесе шутлатчӗҫ, ҫавӑнпа хуҫи вӗсене хӑй пӳлӗмне чӗнетчӗ, эпӗ вара юрланине алӑк витӗр ҫеҫ илтме пултараттӑм. Хамӑр ура айӗнчи ҫак тусан ҫине пӑх-ха, кунсӑр пуҫне ҫӗр ҫинче унта-кунта сапаланса выртакан шӑмӑсене асӑрха-ха. Хирӗҫ каласса кӗтсе, Давыдов пӗр чӗнмесӗр табак туртрӗ, паҫӑрхи евӗрлех ним пулман пек кулакан Поляница та чӗнмерӗ. — Ак кур ӗнтӗ, — ырӑ кӑмӑллӑ кулкаласа каларӗ Петя, хӑйне эпӗ тав туса ыр суннӑ хыҫҫӑн, — судья тет-ха вӗсене. Дик Сэнда чи хыҫала тӑратрӗҫ. Куҫӗ йӑлкӑшса пӑхрӗ унӑн, хӑй хӗпӗртесе тӑчӗ. Вӑл урипе тапа-тапа юрланӑ чух унӑн юратнӑ Люби, хӑй те аттене чунтанах саваканскер, мӗнешкел хӗпӗртенине курма питӗ кулӑшла. — Андрей Петрович! — кӑшкӑрчӗ Шубин. Эп ӑна вулама пуҫларӑм та куҫ-пуҫӑм алчӑрасах кайрӗ… Киле кайрӑмӑр: сирӗн хырӑм та выҫса ҫитрӗ пуль. Тахӑшӗ ӳсӗрни ҫеҫ илтӗнкелет. — Тӗрӗс, эпир ӗнтӗ виҫҫӗмӗш кун наступлени тӑватпӑр пулас. — Ман упӑшкан ашшӗ контрабандӑпа кӳрсе тӑракан тавар сутса пурӑнатчӗ. Хам кам аллинчине аса илсенех, пӗтӗм ӳтпӗвӗм ҫӳҫенсе кайрӗ. Эсир мана юратманнине пӗлетӗп эпӗ, ҫавӑнпа та памфлет ҫинчен калаҫӑр. «Пурнӑҫ малалла пырать, — шухӑшланӑ вӑл. 1855 ҫул, апрелӗн 25-мӗшӗ. Отвод патӗнче сӗтел хушшинче повӑр Смурый, унӑн помощникӗ Яков Иваныч, кухняри посудник Максим тата палубӑри пассажирсене апат паракан официант Сергей чей ӗҫеҫҫӗ. Хӗрарӑмсем хапхасем патне тӳрех хӑйӑр ҫине, е тенкелсем ҫине вырнаҫса лараҫҫӗ те, хыттӑн шавлама тытӑнаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, ҫынна кӑшлаҫҫӗ; ача-пӑчасем лаптулла, чушкӑлла шӑмӑпа выляма пуҫлаҫҫӗ; амӑшӗсем ачасем епле вылянине сӑнаса лараҫҫӗ, правур выляканӗсене мухтаҫҫӗ, начар выляканӗсенчен кулаҫҫӗ. Мана вӗлерсен, эсир ман вырӑна пулатӑр. — Лукашкӑна-и? — ыйтрӗ Оленин. Хырӑмӗ хытӑ выҫнӑ пулас — Гаррис апата пӗтӗрчӗ кӑна. Анчах пӗрре эпӗ сулӑмлӑ чукмар тытрӑм та ӑна мӗнпур вӑйпа кантӑр кайӑкӗ ҫине яра патӑм. Ни, пиду к Пондаренку! Пӑван аллисене тӑсса ячӗ те, вӑрӑммӑн та савӑнӑҫлӑн сывласа илчӗ. Мӗншӗн эсир мана тӗртсе яратӑр? Святойсене пӗлетӗн-и? Эпӗ унтан кӑштах юлса пыратӑп. Каҫхи апата хӑвӑрт ҫисе пӗтерсен пӗчӗкҫӗ отряд ҫӗр каҫма хатӗрленчӗ. — Тӑхта. Эсӗ, тен, выҫӑ? — Пулӑшма килӗр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт. Вӑл преступник! Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл лашине чарса, каялла ҫавӑрӑна-ҫӑвӑрӑна пӑхнӑ та кашни хутӗнчех пӑшӑрханнине палӑртнӑ. Ҫумӑр ҫусан витӗнме. Сасартӑк ун хыҫӗнче хӑмӑш чаштӑртатрӗ. — Кай, хӗрӗм, ҫыран ҫине, мӗн те пулин тупӑн тен, — терӗ старик. Кораблев ҫаплипех аллисене кӑкӑрӗ тӗлне хӗреслетсе, хӑйне вырӑн тупаймасӑр уткаласа ҫӳрет. — Акӑ эс пӑшӑрханатӑн та ӗнтӗ, — терӗ Кораблев. Юлашкинчен вӑл офтальмоскопне хучӗ те пӳлӗмре унӑн лӑпкӑ та ҫирӗп сасси илтӗнсе кайрӗ: — Куҫ шӑрҫи пӗчӗкленет. Ним иккӗленмелли те ҫук, ача курать. Илтместӗр-им? — Ан пӑшӑрханӑр! Ытах та ҫавӑн пек мера кирлех пулсан, тата вӑл вӑхӑтлӑ пулнӑ пулсан, крайком пире тӳрех: «Кулака пӗтермелле!..» тесе приказ панӑ пулӗччӗ. Андрей хӑй те хӑйӗн телейне тӳрех ӗненмен. Катя вӑрахчен чӗнмест. Ах, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр-ха, ҫак ним латтисӗр хула пеккинче элекрен хӑрушши урӑх нимӗскер те ҫук-ҫке! «Ҫак йытӑ хыҫҫӑн каям-ха, вӑл мӗнле йытӑ пулнине тата мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗлем», терӗм эпӗ хам тӗллӗн. — К. хулине. Ту айккинче, лапамра мӗн пулса иртни ҫинчен юрланӑ тӗле ҫитсен, суккӑр итлекенӗн сӑнарлас ӑсталӑхӗ самантрах ӑна ҫӳллӗ вырӑнсенчен айлӑма илсе каять… Унӑн пичӗ ҫинчен ӗҫлӗ типӗлӗх сирӗлчӗ, вӑл кӑштах хӗрелчӗ, тунсӑхлӑн кулса илчӗ, вара ҫапла каларӗ: — Асту, вӗрен… Аннӳне ан ман, Настасья Петровнӑна итле… Володя сасартӑк хӑраса ӳкрӗ: ӑна пӗрмай халь-халь етре е осколка ӳлесе килсе тӳрех пуҫран лекессӗн туйӑнса пычӗ. — Каларӑм вӗт эпӗ ӑна… Вӑл хупмасть, ман ҫинелле пӑхса кулса тӑрать. Вӑл кунта, эпир унпа куллен вӗренетпӗр» тесе ҫырнине курчӗ. Анчах вӗсем пӗр-пӗрне хӑтӑрма пӑрахман, чи усал сӑмахсемпе ятлаҫнӑ. Ҫав вӑхӑтра кӗтмен-туман ҫӗртен пӗр чӗмсӗр те мӗшӗлти полицейски пырса тухса хӑйсене чӗмсӗрлетсе хускалайми туса хуман пулсан, вӗсем пӗр-пӗрне каламан сӑмах та хӑварман пулӗччӗҫ-и, тен. Цветаев, хӗрлӗ кӗтесрен илсе килнӗ пӗртен-пӗр ҫемҫе кресла ҫинче ирӗклӗн ларса, заседание йӗркелесе пырать. Матроссем лебедкӑна хускатрӗҫ, якӑр пӗчӗк портӑн хӑйӑрлӑ шыв тӗпӗнчен ҫӗкленчӗ те, борт ҫинчи хӑйӗн вырӑнне кӗрсе выртрӗ. — Унтан, пӗртак чӗнмесӗр выртсан, хуллен ҫеҫ ыйтрӗ: — Мускав кунтан инҫе-и?.. Тархасшӑн! Мустангер гостиницӑран тухса кайма васкани свидетеле ытла та тӗлӗнтерсе янӑ. — Мӗнле хамӑр ҫын? Ҫул ҫинче вӗсем сахал сӑмахларӗҫ, йӑнӑш туса пӑрахнӑшӑн хӑйсене хӑйсем шутсӑрах кураймарӗҫ: мӗн тума илсе пымалла пулнӑ-ха вӗсен ҫавӑнта киркӑна кереҫипе? Вӑл хӑйӗн чӑмӑрӗсене ирӗк пама юратни туйӑнатчӗ. Тачкӑ туртса пынӑ ҫын пире, ҫак палламан ҫын ӗнер ирхине пуштӑ лашисемпе «Георг королӗн гостиницине» ҫитни ҫинчен, унта вӑл тинӗс ҫывӑхнерех ларакан кӗрсе выртмалли ҫуртсем пирки ыйтса пӗлни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Пирӗн трактир ҫинчен мухтаса каланине илтсе тата вӑл ял айккинче тӑнине пӗлсе, капитан пирӗн патӑрта вырнаҫма шут тытнӑ. Сурса хуратӑп эпӗ сан ҫыннусем ҫине. Эпир шыв хӗрринелле антӑмӑр та Пролома ҫити иртрӗмӗр, ҫавӑн тӗлӗнче ӗнтӗ шалпар йӗмлӗ пӗр ырханкка хура ача какай вырӑнне сенкер раксем тытатчӗ. Эсир ыран вӗсем патне разведчиксем ярӑр, унпа усӑ курса вӗсен пӗтӗм теттисене туртса илӗр. Хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне пӳлсе кӑшкӑрашрӗҫ. Ну, мӗн калӑр-ха эсир пире ҫав мӗнпур тивӗҫлӗхсем ҫинчен? Анчах тӗнчере вӑрӑма пыраканни нимех те ҫук, ҫавӑнпа та пӗрремӗш минутра пулнӑ савӑнӑҫ иккӗмӗш минутрах чакма пуҫлать; виҫҫӗмӗш минутра тата ытларах чакать, юлашкинчен, чул татӑкӗ ӳкнӗ хыҫҫӑн шыв ҫинче пулнӑ ункӑ пӗтнӗ пекех йӑлтах пӗтсе ларать. Ҫапла вӗсем пайтахчен пынӑ. — Ҫакӑн пек тӗлпулусемпе уйрӑлусем тӗнчере эпир шутланинчен нумайрах пулнӑ пек туйӑнать мана, — терӗ Джемма. Ӗҫ ҫинчен калӑр! — терӗ пӗчӗк старик, шӑлӗсене кӑтартса. — Мӗншӗн хӗр ҫураҫнӑ ҫӗрте мар-ха эс? — ыйтрӗ Оленин. Вӗсем пӑлханма пуҫларӗҫ. Халь ӗнтӗ вӑл хӑйӗн чунӗнче те, хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыври пекех, шавлӑ та лӑпкӑ мар иккенне чухласа илнӗ. Тинӗс кун каҫа ӗҫлесе ывӑннӑ тарҫӑн вӑйлӑ та ҫирӗп ыйхипе ҫывӑрнӑ. Ҫавӑнта вӑл, чарӑлнӑ куҫӗпе нумайччен, ним хускалмасӑр тӗттӗмлӗхе пӑхса ларса, ҫывӑрса кайнӑ ачине те хӑйӗн кӳреннӗ чӗрине ачашласа шиклӗн юрлать… — Мана илсен, — кӑштах ирӗксӗртереххӗн калаҫма пуҫларӗ вӑл каллех, — эпӗ, ҫылӑхлӑ ҫын, нимӗҫсене питех хисеплеместӗп вара. Виҫӗ хутчен харӑсах вӑл Пӗччен Бизонпа Отакинчен выляса илнӗ те, хӑйне лайӑх вылякан вырӑнне шутласа, ун ҫинчен пурне те илтӗнмелле пӗлтернӗ. Ҫапкаланчӑка патша теме манӑн хал ҫитмест: апла каласси маншӑн каҫарма ҫук хӑравҫӑлӑх пек туйӑнчӗ. Венерӑн ҫулталӑк тӑршшӗ Ҫӗр ҫулталӑкӗнчен кӗскерех: вӑл 225 талӑка е Ҫӗр ҫинчи ҫичӗ уйӑх ҫурӑ хушшине тӑсӑлать. Вӑл, шӑрҫасен сиввине туйса, ҫӳҫенсе илнӗ, вара кӑкӑр тулли палӑрса ҫитеймен йывӑр туйӑмпа тухса кайнӑ, — чӗри ун — темӗнле, ҫемҫе те ҫирӗп атмана лекнӗ пек тапнӑ… Упӑте пекех васкаваррӑн ҫӑварне персе чикрӗ карчӑк укҫана. Ҫакӑн хыҫҫӑн мистер Доббинсӑн ҫара пуҫ чашкийӗ тавра сасартӑк ҫап-ҫутӑ сӑн ӳкрӗ, мӗншӗн тесен живописец ывӑлӗ унӑн кукша пуҫне ылтӑнласа лартнӑ пулнӑ-мӗн!.. Хӑвар мана ӗненни-и? — Эп вуламан вӑл статьяна, — терӗм эпӗ. Пупӑн икӗ хӗрӗ пур, Ружа ятлӑ кинӗ пур. Сӑмахне вӑл питех те сахал тӑккалатчӗ, сассине те сайра ҫеҫ ӳстеркелетчӗ, анчах калаҫма пуҫларӗ пулсан вара салтаксем чул пекех хытса каятчӗҫ. Хӑй тӑванӗ аташса выртнӑ чухне пӑт-пат каласа яракан сӑмахсем тӑрӑх Сид мӗн те пулни шухӑшланӑ пулсан та, вӑл ҫав шухӑшсене хӑйӗн ҫумӗнчех хӑварчӗ. Кайрӑмӑр, Аркадий! Сехре хӑпнипе ним тума та аптӑратӑп пек… Сайра хутран вӗсем ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ те, вӗсен пичӗ ҫине вутпуҫҫин хӗрлӗ ҫути ӳкет. Вӑл Германие ҫӗнтерсе илесшӗн пулчӗ те, эпир хамӑр тӑван ҫӗршыва юлашки юн тумламӗччен хӳтӗлерӗмӗр! und wir verteidigten unser Vaterland bis auf den letzten Tropfen Blut! Вӗсем урӑх йӗрсем тӑрӑх кайса, аяккала пӑрӑнса кайнӑ, йӗрӗсем ҫав манадӑнах, анчах малтан туса хӑварнӑскерсем пулнӑ пулӗ, тен. Унтан сасартӑк килсе, вӗчӗхнӗ кӑмӑлпа чӑматана темле блузка чикрӗ. Килнисене хирӗҫ вӑл Бенедикт пичче пулӑшнипе ҫеҫ кӑшт ҫӗкленчӗ. Хаклӑ йышши ваза пемех яштака вӗсем — ӑста художник япали. Унӑн мӑкӑлӗсем тӗксӗмленчӗҫ. Ҫакӑн пек паттӑр ывӑлсем ҫитӗнтернӗшӗн мухтаннӑ та пулӗччӗ те вӑл, анчах пире тӑван ҫӗршыв ӳстернӗ — вилме паман, ҫакӑ ҫеҫ тытса чарать иккен ӑна. — Мӗскер ку, капитан Бертон?.. Старик савӑнса кайнӑ. Урӑх вӑл каяс тесе тапранса пӑхма та хӑймарӗ. Малтанхи мускатсенчен вӑл хӑйӗн тӗсӗпе ҫеҫ тата ҫавӑн пекех питех тӗлӗнмелле те халлехе ниепле ӑнлантарса пама ҫук япалапа уйрӑлса тӑрать: унтан роза шӑрши кӗрет, анчах, асӑрхӑр эсир, кашни ҫулленех ун пек мар. — Никам та ан куртӑр-и? — ыйтрӗ вӑл пит-куҫне темле чаплӑ вӑрттӑнлӑха пӗлнӗ пек туса: «Ӗҫ мӗнлине пӗлетпӗр эпир!» терӗ пулас. Июнӗн 22-мӗшӗнче Галилей чиркӳре халӑх умӗнче чӗркуҫленсе ӳкӗннӗ. Вӑл пӗр аллӑ ҫула ҫитнӗ, кӑшт сарӑхнӑрах, шуранка питлӗ, вӑрӑм типшӗм ҫын; унӑн пӗтӗм сӑн-сӑпатӗнче мӑнкӑмӑллӑх палӑрать. Пуринчен те хаваслӑрах вӑл, калаҫма юратать, пит чухлаканскер курӑнать, пур ҫӗре те ҫитет, пӗрмай тӑрмашать: хӑрӑк-харӑка урипе тапса хуҫать, вуттине лайӑхрах ҫунтарма тӑрӑшать, пӗҫерме лартнӑ котелоксемпе аппаланать. Эпӗ княжна лашине ҫавӑртӑм та шыва кӗтӗм, шывӗ чӗркуҫҫирен те тарӑн мар; юхӑма хирӗҫ чалӑшшӑн каҫатпӑр. Пӗр пилӗк кун хушши, хуп-хура хуралса кайса, куҫне хупса лартса, шӑлне шатӑртаттарса вырӑн ҫинче йӑваланнӑ. Каҫ пулнӑ ҫӗре пурте яланхи виҫене ларчӗ. — Мӗн терӗн вара эс ӑна? Апла эсир нимӗн те пӗлместӗр-и? Радӑпа Стайка чи кайран пычӗҫ. Стайка тусӗн аллине хӗссе тытса ҫакӑн пек пӑшӑлтатрӗ: — Илтрӗн-и, Рада? Учитель сывах иккен! Ҫавна хуравланӑ пекех, Давыдов чӗри те кӑлт-кӑлт сике-сике илчӗ. Итлерӗ вара вӑл мана, следователехчӗ те-ха вӑл, анчах тахҫан хамӑр тата ҫурхи шывпа юхса килнӗ ҫырусене манпа пӗрле пӑхса тухакан следовательччӗ, манпа пӗрле вӑл учительсене, врачсене, партире ӗҫлекенсене катари ненецсен районӗсене ӗҫлеме яраканни пулса тӑчӗ. — Пӗтӗм ҫан-ҫурӑма сунтарать, тет. Пӗр ҫирӗм ҫул каярах унӑн ҫурчӗ ҫунса кайрӗ; вӑл вара манӑн аттем патне, халь вилнӗ-ха вӑл, пынӑ та: Николай Кузьмич, мана хӑвӑрӑн вӑрманти шурлӑха куҫса ларма ирӗк парсамӑр, тесе ыйтнӑ. Ӑҫта вӑл? — Ну, кам ҫырнӑ-ха ӑна? — Сирӗн патӑрта пулнӑ вӗт эп. Анчах мӗн тӑвӑн-ха? Атте мана ытлашши юратмасӑр ачашлатчӗ; анне вара, эпӗ пӗртен-пӗр ача пулин те, ман енне ҫаврӑнса та пӑхман, урӑх хуйхӑ-суйхӑ пулнӑ унӑн. Лиза, унӑн хура Лизи, питне шап-шур шуратнӑ мисс Жаксонран та ытларах писев сӗрсе тултарнӑ пулнӑ; суя кӑтрисем, хӑй ҫӳҫӗнчен нумай шурӑрахскерсем, ХIV-мӗш Людовикӑн парикӗ пек хӑпарса тӑнӑ; à l’imbècile ҫаннисем Madame de Pompadour фижми пек тухса тӑнӑ; пилӗкне икс саспалли пек ҫыхнӑ, амӑшӗн ломбарда хуман мӗн пур хаклӑ йышши чулӗсем ун пӳрнисем, мӑйӗ тата хӑлхисем ҫинче йӑлтӑртатса тӑнӑ. Марья Ивановна савӑнӑҫлӑн, тулли шанчӑкпа Анна Власьевна хваттерне таврӑннӑ. Почта карети ҫыран тӑрӑхӗнчи ҫулпа малалла кустарчӗ. Вӑл ҫул кунтан пилӗк мильре ларакан пӗчӗк хулана, Эдем хулине илсе пырать. Лось коридора тухрӗ. Ҫук, йывӑр мар, — ку урӑх сӑмах пулчӗ-ха, — кӑштах хӑрушӑ, темелле пуль… — Мӗн вара, эсӗ те суту-илӳпе хӑтланатӑн вӗт? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Акакан машина тунасене хуҫса пӗтерет-ҫке? — ыйтрӗ ҫӑварне карсах итлесе ларакан Кондрат Майданников. Халь чӑрмантарас ҫук ӗнтӗ вӑл сана: ил, ак ҫак хута, пар эс ӑна…» — Ҫурта вӑл сан ҫине ҫырса хунӑ пулӗччӗ. Тен, кӗрлесе ҫунаканскер, вӑл сисӗнмеллех кӑтӑкласа илӗ патшан туйми пулнӑ чӗлхине! Кунта пӗтӗм вӑйӗсене хурса тӗрлӗрен жуликсем хӑйсен ӗҫне ҫавӑрттараҫҫӗ. — Пурӑнать? — Тата, — терӗ малалла Берсенев: — эпӗ, сӑмахран, ҫуркунне вӑрманта, ешӗл чӑтлӑхра тӑнӑ чух, Оберон кӑкӑрӗн романтикӑлла кӗввине итленӗ чух (Оберон какӑрӗ сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн Берсенев кӑштах вӑтанчӗ) — ку та вара… — Юратушӑн ҫунни, телейшӗн ҫунни, урӑх ним те мар! — хӑвӑрттӑн каласа хучӗ Шубин. — Катя шӑпах амӑшӗ пек ӗнтӗ, тупата! — терӗ вӑл сывлӑшне тарӑнӑн ҫавӑрса. — Халь ҫеҫ Вазуза урлӑ каҫрӑм, — пачах урӑх сасӑпа сасартӑк калаҫма тытӑнчӗ Яхно, — пӗлетӗн-и, мӗнле вӗт чулсем пур унта? Ку разведчик отрячӗ, ун пуҫӗнче вӗлернӗ Генрин ашшӗ пырать пулӗ. Унтан нихҫан та лайӑх кил хуҫи пулас ҫук; капӑрланса ҫӳреме ҫеҫ ӑста вӑл. — Эпӗ те ҫавӑн пекех шутлатӑп. Подвалта эпӗ, сӗтел хушшинче, икӗ хӗрарӑма ҫамрӑккипе аслӑраххине куртӑм; вӗсене хирӗҫ вӑрӑм ҫӳҫлӗ гимназист ларатчӗ, аллипе суллакаласа вӗсене кӗнеке вуласа кӑтартатчӗ. Е вӑл, ҫак асапа чӑтаймасӑр, мӗскӗн ҫын пек, ҫул ҫинче вилсе выртӗ-ши? Шӑп ларатӑр пулсан, вулатӑп. Унӑн ӗлӗкхи капитанӗн ачисем Айртона савса куҫӗсене ун ҫинчен илмеҫҫӗ. — Куратӑп. — Эс куртӑн-и, Бенчоолусенчен илсе пынӑ кушеткӑ ҫинче вӑл килӗнчи пек ларчӗ. Эсӗ винтовкӑран вӑтӑр утӑмран тивертеймен пулӑттӑн-и-ха? Форма пирки-и… Формӑшӑн халь кирек ӑҫта та мода. — Тӗрӗс, — килӗшрӗ Петр. Тӗрӗслемелле пулнӑ — граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫур хутор акӑлчан ботинкипе ҫӳренӗ. Дымовпа тытӑҫса илнӗ хыҫҫӑн Егорушкӑн шывра киленес кӑмӑлӗ йӑлтах таҫта кайса ҫухалчӗ. Вӑл тухрӗ те тумланма пуҫларӗ. Йывӑҫ ҫие хӑпарма май килмерӗ. Хӑй вӑл ҫакӑнтан никама та курӑнмасть, аялта мӗн пурри вара уншӑн пӗтӗмпех куҫ умӗнче. «Вӑл мана юратмасть, — хӑй ӑшӗнче хӑвӑрттӑн шут турӗ Ромашов. Корытов пуринчен те ытларах хумханать. — Ну, мӗн калӑн! Ӳпӗнтерсе хунӑ пичке ҫинче кӗпесӗр запорожец ларать, вӑл кӗпине алла тытнӑ та ун ҫурӑкӗсене ҫӗлет. Ишӗличчен ҫурт пысӑках пулман пулас — тӑватӑ пӳлӗмпе кухня («Мана ҫавсем кирлӗ те») тата ҫурт умӗпе хыҫӗнче пӗчӗк сад пур. Хорунжий ун патне пычӗ те, унран айккипе иртсе каям пек туса, пистолечӗпе хӑвӑрттӑн ӑна хӑлхинчен печӗ. Халь ӗнтӗ вӑл каллех малашлӑхшӑн темӗнле тӗллевсем палӑртать, плансем тӑвать; унра халь чӗрӗ пурнӑҫ вӑй илет, пысӑк хуйхӑпа хавшанӑ чунӗ, хӑрма пуҫланӑ йывӑҫ ҫуркуннехи сиплӗ сывлӑша пула тепӗр хут папка кӑларнӑ евӗр, каллех ҫирӗплене пуҫларӗ… Сулахаялла пӑрӑнсан, Дымовпа Кирюха хуллен-хуллен ӑшӑх ҫӗре тухрӗҫ те кунта чӑннипех те пулӑ тытма пуҫларӗҫ. Вӑл манпа ырӑ кӑмӑлпа калаҫрӗ, анчах эпӗ ӑна хам ответ парас тенӗ пек ответ параймарӑм, — мана пекарьпе «хӑрушӑ темӑсем» пирки калаҫма чарнӑччӗ. Ик калаҫу Икӗ ӗҫ пурччӗ манӑн Мускавра. Хыттӑн кӗрӗслетсе ӳкрӗҫ. Ҫав иккӗлле шухӑшлассисене татса хурас ӗҫре Кольхаунпа харкашнине тӗп никӗс вырӑнне илнӗ. — «Эсир мана сасӑсӑр, сывлӑшсӑр выртнине куратӑр, йӗрӗр маншӑн, тӑванӑмсем, тусӑмсем»… — ыйтнӑ Игнат чиркӳ чӗлхипе. Сасартӑках йытӑсем вӗрме тытӑнчӗҫ, чуна ыраттармалла хытӑ уласа вӗреҫҫӗ. Питӗ хитре пулас сан савнийӳ, пике, ҫапла вӗт? — Священник пулсан мӗн вара? — ыйтрӗ Дантон, калаҫӑва хутшӑнса. Алӑк патне пытӑм та шала пӑхрӑм. — Сэр, унӑн хӑрамалли ним те ҫук тесех шутлатӑр-и эсир? Хӑрушла суд тунӑ-мӗн ӑна. Вара Лось реостат тыткӑчне ярса тытрӗ те ӑна кӑштах пӑрчӗ. Эпӗ кам ыйтакана пурне те ӗҫтеретӗп, чӑн та ҫапла! Хулпуҫҫийӗсем ҫинче тӗксӗмрех тӗслӗ пысӑк пуҫ тутӑрӗ. Мӗн килне ҫитичченех вӑл шавласа та кулса пычӗ. Эпӗр, унӑн канашне итлесе, ҫыру ятӑмӑр та, вара, хамӑр кӗтнӗ пекех, ҫакӑн пек ответ илтӗмӗр. Юлашкинчен, утнӑ ҫывӑхрах илтӗнчӗ, такам ӳсӗрсе илчӗ; мӗлтлетекен ҫутӑ айккинелле сирӗлнӗ пек пулчӗ те, куҫ умӗнчи тӗттӗм карт та ҫухалчӗ, лавҫӑсем вара хӑйсен умӗнче ҫын тӑнине курчӗҫ. — Туршӑн та пӗлместӗп, Салли, — тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пекрех калаҫать Сайлас тете, — пӗлнӗ пулсан калаттӑмччӗ ӗнтӗ. Хуҫа арӑмӗ сӗтел ҫине пухса тирпейлеме кӗрсен, чиркӳ ҫыннисен вӑрӑм тумтирне тӑхӑннӑ чаплӑ господинӑн кӗсйисене тавӑрса ларакан Аннет ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Пур япала валли те укҫа кирлӗ! — тесе пуҫларӗ вӑл калаҫма хӑйӗн йывӑр сассипе. Пушар ҫаплах хаяррӑн ахӑрать, кӗрлет. Ку чӗре ҫуннипе юлашкинчен кӑшкӑрса янӑ сасӑ пек туйӑннӑ. Фома хӗвел пайӑркисен вӑййи ҫине пӑхса ларнӑ, вӗсем шывӑн тикӗс тӳремлӗхӗ ҫинче чӗтренсе йӑлтӑртатнине сӑнанӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл калаҫу татӑкӗсене унтан-кунтан тытнӑ, хӑлхана кӗрекен сӑмахсем сывлӑшра вӗлкӗшсе ҫӳрекен тӗксӗм лӗпӗшсем пек туйӑннӑ. Гимназие хупса лартнӑ. Приказчикӗ хуллен кулать, хуҫа та тутине кулӑшла, темле килӗшӳсӗр сарса пӑрахать, Саша хӗп-хӗрле хӗрелсе кайса стойка хыҫне пытанать. Унта юлнинчен нимӗн усси те ҫук тесе шухӑшларӑм, пурпӗр эпӗ нимӗн те тӑваймастӑп, мӗн-ма тарма май пур ҫӗртен ҫакса вӗлерессе кӗтсе ларас-ха! Эпӗ вӑранса кайрӑм, чавса ҫине тӗревленсе тӑнлатӑп; тепӗр самантран каллех ҫав сасса илтрӗм. Унтан, намӑс ҫуртне хӳтӗлекенсем хушшинче хӑйӗн юлташӗсене палласа илсе, ҫавӑнтах ҫапӑҫӑва хутшӑнса кайрӗ, — хӗтӗртме, хистеме тапратрӗ: — Ҫирӗпрех тӑр, фабрика! Ҫав пӗчӗк ҫын пуҫне силлесе повӑр алли айӗнче ташласа тӑнине курсан, халӑх шутсӑр кӑшкӑрма, шӑхӑрма тапратрӗ, ахӑлтатса ҫурӑлса каяс пекех кулса урасемпе тӗпӗртетме тапратрӗ. Том ҫавӑн пек тӗлӗнмелле питӗ пысӑк ӗҫ тунӑшӑн хытӑ савӑннипе Полли мӑнаккӑшӗ ӑна чӑлана ертсе кайрӗ, чи лайӑхрах улма суйласа илсе Тома тыттарчӗ. Ҫав хушӑрах вӑл ӑна ӑс парса ҫакӑн пек пӗчӗк сӑмах каларӗ: «Тӳрӗ те хисеплӗ ӗҫ тунипе илнӗ кашни япалах пирӗншӗн тутлӑрах та юратмалларах туйӑнать», — терӗ. Атте, эс пире хӑвпа пӗрле илсе кай-ха, эпир сана вокзала ҫитиччен ӑсатса ярӑпӑр! Ку пире Альтон вокзалне леҫсе хӑварма килнӗ пысӑк кӳмеллӗ карета пулчӗ, ӑна часах пиччен тӗрлӗ япалисен тӗркисемпе тиесе тултарчӗҫ. Анчах халӗ ӗнтӗ шкулта кашни утӑмрах Кораблев ятне асӑнни «Эпӗ Иван Павлыча калатӑп» та «Мана Иван Павлыч хушрӗ» тени ӑна килӗшсех каймастчӗ пулмалла. Малалла «ҫӗрӗлле», «почтальонла» выляма пуҫларӗҫ, кашни вӑййинчех чуптумалли пырса тухать, «почтальонла» тенинче вара чуптума та ҫутӑ веранда ҫинче мар, пӳлӗме кӗрсе чуптумалла, чуптунӑ чухне ҫутта сӳнтермелле. Ку вӑйӑсемпе кӑмӑлӗсене тултарайманнисемшӗн кӗтесри ҫаврака сӗтел ҫинче — «чечеклӗ флирт» карточкисен купи выртать. Унӑн хӑймаран тунӑ мороженӑй пулать. Лиза Григорий Ивановича хирӗҫ чупса тухнӑ. — Ан хуйхӑрӑр, тараймӗ, — лӑпкӑн йӑл кулса шантарчӗ Нагульнов, вара, тӗксӗм куҫ хупаххисене антарса, самантлӑха вутӑн-хӗмӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсене пытарчӗ. Вӑл курни ӗнтӗ, паллах, ку тӗнчери япала мар, леш тӗнчерен килнӗскер пулӗ. Ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем ку таранччен пулман-ха! — Мӗн вара, тӑвас-тӑк, тӑвас пулать. Фокана апат-ҫимӗҫ хатӗрлеме мӗн кирлине парсан тата чиркӳ ҫыннисене сӑйлама кукӑль пӗҫермелли ҫинчен аса илтерсен, вӑл ӑна ячӗ, чӑлхине тытрӗ те каллех ман ҫывӑха ларчӗ. Машина! Мӗнле шухӑшлатӑн, лешӗн пӑшалне туртса илнипе йӑнӑш туман-ши эсир унта? — тесе ыйтрӗ Фёдор калаҫма юратман грузчикрен. Урӑх кӑтартмастӑр-и? Илетӗп! Зинаида ӑна булавкӑпа чикрӗ, Лушин чӑннипех кулма тытӑнчӗ… хӗр те кулчӗ, тухтӑра куҫран пӑхма тӑрӑшса, булавкине самай шала чикрӗ, лешӗ куҫне тартма кӑлӑхах тӑрӑшрӗ… — Эсир мана унӑн адресне пӗлтерме пултараймастӑр-и? Хӑраса тарни Хӑйне кӑвак мустанга йӗнерлесе панӑ Плутонсӑр пуҫне тата кам та пулин курнине пӗлмесӗр, Кассий Кольхаун прериелле тухса кайнӑ. Анчах музыкӑна итлени кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ҫывӑрттарать, апат хыҫҫӑн ҫывӑрни вара сывлӑхшӑн усӑллӑ, ҫапла эпӗ музыкӑна медицина енӗпе юрататӑп. — Эсир кунта ларӑр-ха, эпӗ шыв ӗҫсе килем. Анчах пӳрнисем выляннин хӑвӑртлӑхӗ тӑрӑх эпӗ вӑл хирӗҫлесшӗн пулнине асӑрхарӑм; атте ӑна пӳлсе хучӗ: — Ну, ҫав шутран Петровскишӗн Совета вунӑ пин ярса паратӑн та ӗнтӗ. Тӗтӗмпе коптит тунӑ сысна ашӗпе каҫхи апат тунӑ тата пӗрер стакан вӗри грог ӗҫнӗ хыҫҫӑн капитан, сквайр тата доктор канашлӑва кайрӗҫ. «Тем тесен те, — шухӑшларӗ ҫав хушӑра Берсенев, — Инсаровӑн амӑшӗпе ашшӗне вӗлернӗшӗн турккӑсен агин, тен, шалчи тулнӑ та пулӗ». — Анчах халӗ майӑн 26-мӗшӗ анчах вӗт, апла июнь уйӑхӗ пӗтиччен… — Эсӗ, тӑмсай, Исланди ҫӗрне ҫаплах ҫӑмӑллӑн ҫитме шутлатӑн-и? Бей, тутине ҫыртса та пулин, халех ҫав ӗҫе пуҫӑнма хушрӗ. Ырӑ шӑршӑллӑ лӑссисенчен тӳпе-мачча ҫыхса та аякка-аякка тӑсӑлакан улӑпла пысӑк коридор туса, ик енлетсе те хӳпӗрлесе илнӗ пире ҫӳллӗ йӑрӑс хырсем. Ача тӗрӗс тухманнине илес пулсан — ку инкек мар; каччӑсем, чӑн-чӑн каччӑсем, сайра хутра кӑна йӗркеллӗ ҫӳреҫҫӗ, ҫавна шута ил эсӗ… Карап вӑрӑм ҫула ишсе тухрӗ, вӑл ҫултан кӑшт пӑрӑннинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Ҫынсем ыраттармалларах вӗрентеҫҫӗ, кӗрӗс-мерӗс вӗрентеҫҫӗ вӗсем, — анчах вӗсем вӗрентни ҫирӗпрех кӗрсе ларать. Эпӗ иртнӗ ҫӗрлех хам шухӑшсене ҫак каҫ тем пулсан та каласа кӑтартма шут тытнӑччӗ. Мана вӑл каретӑпа тарҫӑсем парса, Иеддона кайнипе тухакан расхода та хӑй ҫинех илме пулчӗ. Нумайӑшӗ ӑна Техасра чухнех пӗлнӗ, пурте ун ҫине шанса пӑхнӑ, мӗншӗн тесен вӑл унта та ӑста сунарҫӑ пулнӑ. Тинӗс хӗрри ҫак масар хыҫӗнче пирӗн куҫран тахҫанах ҫухалчӗ. Агафон та, хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен сӗт ӗҫме нӳхрепе шӑвӑнса кӗресшӗн пулнӑ пек, партие хӗсӗнсе кӗресшӗн, анчах эпӗ ӑна паян Кондратран та ытларах кӳпкетӗп, эпӗ ун ҫинчен те чылай япала пӗлетӗп, эсир ӑна пӗлсен тӗлӗнсе кайӑр, хӑш-пӗри, тен, тӑнран та кайса ӳкӗ. Эпӗ ӑна йытӑсемпе кашкӑрсем тата тискер кайӑксем валли пӑрахса хӑварнӑ ҫын виллиллӗ уй-хирсем ҫинчен, мирлӗ ҫынсене ҫаратса хӗсӗрлесе пурӑннисем ҫинчен, пушарсемпе ҫаралса юлнӑ ҫӗршывсем ҫинчен каласа патӑм. Тӑван ҫӗршывӑмри хам хисеплекен ҫынсен хӑюллӑхне ырлас шутпа, эпӗ ӑна тӑшманӑн пӗр хулине ҫавӑрса илсен, вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑн сывлӑшалла ывтӑнтарса янине, ҫынсен алли-урисем тӳперен пекех татӑла-татӑла аннине хам курни ҫинчен каласа патӑм. Унтан ура ҫине тӑчӗ те нӑшӑклатнӑ майӑнах килнелле утрӗ. — Ӑнланмастӑп эп, темӗскер калаҫатӑн… Вулӑс крыльци ҫине Рыбин тухрӗ, — унӑн аллисене каллех каялла ҫыхнӑ, пуҫӗпе питне темле кӑвак япалапа чӗркенӗ. Эсир колхозпа, тен, ҫимӗк иртсен тин акма тытӑнатӑр пулӗ те, пирӗн авӑ халех хире тухмалла. Баржа ҫинче шӑпах, ун ҫине уйӑх ҫути ӳкнӗ, тимӗр решетке хыҫӗнче кӑвак ҫаврака тумхасем палӑркалаҫҫӗ, вӗсем — ӑристансем. Иван Иванович та, Иван Никифорович пекех, пӑрҫа ҫыртнине ытла юратмасть, ҫавӑншӑнах Иван Иванович та, Иван Никифорович та тавар сутса ҫӳрекен жида курсан, ниепле те ахаль ирттерсе ямаҫҫӗ, малтан ӑна хытӑ кӑна ятласа илеҫҫӗ, унтан пӑрҫа пӗтерекен тӗрлӗ элексирсем туянаҫҫӗ. Аслӑ инквизитор ҫапах та ман пӳлӗмрен ҫилленсе тата мана темле наказанипе хӑратса тухса кайрӗ. Сирӗнпе кӑмӑлсӑр пулма сӑлтавсем самаях ҫителӗклӗ манӑн. Хе-хе! — Сывӑ пул! Пӗтӗмпех начарланса кайнӑ ватӑ лаши йӑлт кӑпӑкланса кайнӑскер хытса ларнӑ пекех тӑратчӗ, ҫавӑ пурте пӗрле тӳсме те ҫук пит кулмаллаччӗ. Ҫак вӑхӑт хушшинче эпир чӗрӗ юлнӑ вӑрӑ-хурахсем ҫинчен нимӗнле хыпар та илтмерӗмӗр. Эпӗ ӑна вӑратрӑм. «Мана курсан, шутсӑр тӗлӗнет-ха ӗнтӗ», — тетӗп, анчах пӗртте апла пулмарӗ. Халь акӑ, пӑхса лар ӗнтӗ кунта, куккукласа. Ҫапла, эпӗ пӗтӗмпех сысна пулнӑ, хама хам вара пирӗшти вырӑнне картнӑ. — Сӑмахран, мӗнех вара? — Ӑҫта вӑл ҫын? — кӑшкӑрса ячӗ хӗрарӑм. Анчах ҫапах та вӑл икӗ аллине тӑсма ӗлкӗрчӗ, унӑн аллинче виҫӗ тӗк тӑпӑлса юлчӗ. — Чим… — Еврейсен чиркӗвӗ патӗнчи сада пӗлместӗн-и! Ҫитменлӗхсемпе ехусем ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар пулнине пӗлтерекен сӑмахсемсӗр пуҫне, гуигнгнмсен чӗлхинче усал тата йӗркесӗр ӗҫсене пӗлтерекен сӑмахсем ҫукки ҫинчен асӑнмасан та юрать пулӗ тетӗп. Ҫавӑнпа та, калаҫура мӗнле те пулин йӗркесӗрлӗхе палӑртмалла пулсан, вӗсем вара «еху» текен сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ, ҫак сӑмаха вӗсем ытти сӑмахсем ҫумне хушса усӑ кураҫҫӗ. — Мӗнле пурӑнатӑн? — Кунтах. Разметнов? Вӑл питӗ ансат. Ватӑ сунарҫӑ ҫав тери хуйӑха кайса шухӑшланӑ, хӑй ҫумӗпе мустангерӑн пысӑк йытти чупса иртсе кайнине те сисмен. 1933-мӗш ҫулхи август уйӑхӗнче эпӗ отпуск илсе Мускава кайрӑм. — Аллӑмсемпе сӗртӗнем вӑл тытнӑ чулсене, ун ури айӗнче пулнӑ ҫӗре чуптӑвам. — Варюха-горюха та ҫаплах алла илме шутлать мана, хӑйӗн характерне кӑтартать. Некромантине пӗлнипе утрав пуҫлӑхӗ леш тӗнчерен вилесене чӗнсе вӗсене хӑйшӗн ӗҫлеттерттерме пултарать. Анчах вӑл чӗнтерсе илнӗ вилесене ҫирӗм тӑватӑ сехет кӑна ӗҫлеттерме пултарать, кунсӑр пуҫне пӗр виленех виҫӗ уйӑх хушшинче пӗр хутран ытла чӗнме пултараймасть. Пӑхсам ман питӗм ҫине; шуранка вӑл, хӗрлӗ тӗсе ӗмӗрлӗхех тухатмӑш пӗтерсе хучӗ. Пирӗн кунта хупӑ бюро. Павелӑн питҫӑмартисене хӗрлӗ тӗс карса илчӗ, майӗпен сӗтел енне ҫаврӑнчӗ. — Эпӗ ӑнланаймастӑп — мӗнле килӗшеҫҫӗ-ха ун пек сӑмахсем сана, — лӑпках мар сасӑпа пуҫлать Корчагин, Вайманӗ вара хӑйӗн хулӑм тутине усать те, унӑн хӗсӗк куҫӗсем пичӗ тӑрӑх шӑвӑнса анаҫҫӗ. Хӗрлисем, хулана туртса илес тесе, темиҫе хутчен те атакӑна кайрӗҫ ӗнтӗ, анчах сичевиксем хула ҫывӑхӗнче ҫирӗпленсех ларнӑ, окопсем чавнӑ. Подрядчик, шӳреке кӑвак сухаллӑ, пӗркеленчӗк хӑмӑр питлӗ, хӗсӗк куҫлӑ пӗчӗк мужик ун патне утса пынӑ та, хыттӑн мар, анчах темӗнле уйрӑмах палӑракан уҫӑмлӑхпа:— Пурте хатӗр, Фома Игнатьич, пурте — кирлӗ пекех. Пит аван!» — тесе хучӗ. Ҫавӑнтах ку сӑмахсене хӑй мӗншӗн каланинчен тӗлӗнчӗ те хӑйӗнчен хӑй: «Ӳсӗр мар-ши эпӗ?» тесе ыйтрӗ. Яла каяс — аттепе анне вилнӗ, тетесемпе шӑллӑмсем те… Мӗн каласшӑн эсӗ апла, Кассий? Ну, чӑх-чӗпсене салатса патӑмӑр-ха эпир, ӑна вӑхӑтрах тавҫӑрса илтӗмӗр, анчах акӑ сурӑхсемпе тата ӗнесемпе мӗн тӑвӑпӑр-ши? — Вилнӗ Трюхина патӗнчен? Мӗн-ши ман чӗрере? Корчагин ту пек купаланса кайнӑ хут купине аяккалла илсе хучӗ те, кресло хыҫӗ ҫине тайӑнса, шухӑша кайрӗ… — Саламлатӑп сире эпӗ. Тепӗр кунӗнче ирпе вӗсем Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсене пампассенчен уйӑрнине кӑтартакан лини урлӑ каҫрӗҫ. Мӗн калама пултарӗ ҫакна хирӗҫ Павел? Унӑн «ҫӗннине» тесе калас килчӗ, унтан — «ҫук», унтан каллех — «ҫӗннине». Ҫакӑн пек вӑрӑма тӑсӑлнӑ икӗ минут иртрӗ. Говэн хура ҫӑкӑр чӗллине хуҫса илчӗ те ӑна ҫуррине тӑсса пачӗ, унтан куркапа шыв парасшӑнччӗ. Компас тесен, карап ҫинче вӗсем иккӗ: пӗри рулевой умӗнчи нактоуз текен йывӑҫ ешчӗкре. Пирӗн пирки те паллах. «Ҫук, пӗччен ҫӗклесе кайма йывӑр пулать, — терӗ вӑл» — А, вӑт, юри тенӗ пекех, Шапуваленко ткач килет. Шпицбергена ҫитсен, сирӗн умма ҫав тери йывӑр ӗҫ, унта ҫынсене шыраса тупас ӗҫ, сиксе тухӗ. Эпир унта ҫынсем ӑҫта пурӑннине пӗлместпӗр. Анчах та эпӗ унӑн кӑнтӑр пайӗнче эсир ҫынсене, ҫыран хӗрринче пурӑнакансене тупаймасан та, ӑҫта та пулин промысла ҫуднине тӗл пуласса шанса тӑратӑп. Лавҫӑсен куҫне вут ҫути йӑмӑхтарать, ҫавӑнпа вӗсем аслӑ ҫулӑн пӗр пайне ҫеҫ кураяҫҫӗ, ҫӑм миххи тиенӗ лавсемпе лашасем тӗттӗмре килӗшӳсӗр купаланӑ сӑрт-тусем пек туйӑнаҫҫӗ. «Мӗн хӑватли пур ун ҫумӗнче! — терӗ ӑна хирӗҫ кумӗ, хурӑн хуппинчен тунӑ эрешлӗ пуракне пӑкӑласа. — Эсир коммунистла общество ҫинчен калатӑр-и? Моисейпе те! Эпӗ пулӑшрӑм, унтан эпир виҫҫӗн пӗрле малалла кайрӑмӑр. Дик Сэнд, Нэн, Томпа ун юлташӗсем ывӑннине, йывӑрлӑхсене тӳсӗмлӗн чӑтрӗҫ. — Эпӗ йӑнӑшнӑ пек, ан йӑнӑш, ҫынсене мӗнле ӗҫ ытларах усӑ парать, ҫавӑн пек ӗҫе тытӑн! Тӑпӑлса тухнӑ чӑрӑш ҫумӗнче мӗн чухлӗ ларнӑ вӑл, — Андрей астуман: вӑл каллех темле, хӑй Юргинпа пӗрле тӗмӗсем хушшинче пытаннӑ чухнехи пек, мӗн пулни-иртнине питех чухлайми пулса кайнӑ. — Сухалатпӑр та акатпӑр, мухтанма юратмастпӑр, тыррине пухса кӗртсен — сӑра тӑватпӑр, унтан тӑсӑлса выртатпӑр, — ҫапла-и? — шӳтлесе такмакларӗ Рыбин. Унта ҫитсен вӑл, кӑнтӑр тӗлӗнче, г-жа Лорӑна асӑрханӑ. Пит лайӑх палланӑ хӗрарӑм пулнӑ вӑл, Кренкбиле тӗл пулсан-тусан, тавар туянмасӑр нихӑҫан та иртсе кайман. — Ӑна пӗлетӗп, — терӗ вӑл. Сире йывӑр чир хыҫҫӑн нумай калаҫни сиен. Прокофьич ун ҫинчен куҫӗсене илмест, тутисемпе кавлекелесе кӑна ларать. Вӑл мӗн-мӗн тунине, судри пекех, пур енчен те, ҫар сучӗ енчен те — ҫав наукӑна пӗлсех те ҫитерейместӗп те-ха эпӗ — пӑхса тухрӑм. Эпир сирӗн аҫӑрӑн сочиненийӗ ҫинчен калаҫма пуҫланӑччӗ. Паша!.. — кӑшкӑрчӗ амӑшӗ. Вӑл питӗ вӑтанакан ҫын пек туйӑнать, мӗншӗн тесен ӑна кашни пули-пулми сӑмах кӗрхи пиҫнӗ палан пекех хӗретсе ярать; анчах вӑл манран уйрӑмрах вӑтанать. Мӗн чухлӗ ытларах хӗрелет, ун питӗнче хӑюлӑх ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах палӑрать. Ҫемҫешкелӗхӗшӗн хӑй ҫине хӑй ҫиленет, тейӗн. Кӑларса яр-ха сана, унтан пӗтӗм халӑх мана пӳрнепе тӗллесе: «Марин пичче хамӑр апостола, Бойчо учителе, вилмешкӗн кӑларса янӑ», — тейӗ. Стахов кӑхлатса илчӗ, кресло ҫине вырнаҫрӗ, хӑйне валли кофе илсе килме хушрӗ, унтан тин шлепкине хыврӗ. — Тахҫанах, Мстислав Сергеевич. — Миҫере эсир? — ыйтрӗ сасартӑк Марья Николаевна. Темиҫе сехетрен эпӗ ӗнтӗ хамӑн ҫухалнӑ тесе шутланӑ хӗре курмалла. Пичкепе юнашар, лакӑмсемпе ҫул кукӑрӗсенче ӳксе юлас мар тесе, урисене чарса, Огарнова ларса пырать, вӑл факелне суллать. Хулленрех! — канаш парса тӑрать Демка мӑшлатсах тӗрмешекен Молчуна. Анчах вӗсем мана тытса чарчӗҫ, манран эпӗ хӑш ҫӗршывра ҫуралса ӳснипе кунта ӑҫтан ҫитсе кӗни ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗҫ. Ку вӑл — арӑм пулчӗ. — Манӑн пуҫ ҫаврӑнать, эпӗ хамшӑн хам ют туйӑнатӑп, — терӗ амӑшӗ малалла. Пӗр эсир ҫеҫ. Унтан вӑл хӑй ӑшӗнче вӗресе тӑракан кичемлӗхпе пӑшӑлтатрӗ: — Эх, йӑнӑшрӑм эпӗ, турӑҫӑм… «Дункан» кирлӗ вырӑна шӑп кӑтартнӑ вӑхӑтра ҫитмелле туни пуринчен те хаклӑ пире. — Шлюпка антарма пулмасть-и? Андрей плошадка ҫинчен пулемётпа дисксене илсе пӑрахрӗ, танка хирӗҫ ывӑтмалли граната хатӗрлерӗ, Умрихинпа Нургалее кӑшкӑрса, хатӗр пулма хушрӗ, пуҫӗнчи каскине тӳрлетрӗ, мӗнле ывӑтсан меллӗрех пулать-ши тесе, траншейӑна кукленсе ларса пӑхрӗ, — унтан вара, сывлама пӑрахсах тенӗ пек, кӗтме пуҫларӗ. Ҫакнашкал калаҫакансем чи йывӑр вӑхӑтра нимӗн пӑхмасӑр тарса кайма пултараҫҫӗ. Анчах эпӗ йӑрӑмлӑ кӗпӳ шанчӑклах мар, тесе шутларӑм… Ҫакна вӑл юри тунӑ-ши, е астумасӑр, ӑнсӑртран тунӑ-ши? Ку элевационный станок ҫинчи бомба пулнӑ, вӑл рота ҫине ӳкни ӗнтӗ, паллах, французсем колоннӑна асӑрхаса илнине пӗлтернӗ. Вӑрттӑн чееленсе улталани, хӑй пурне те ӑнланса тӑни, тавӑрас енӗпе хӗрарӑмӑн арканнӑ чӗри темӗнле тискерлӗх те шутласа кӑларма пултарни ҫинчен ҫырнӑччӗ вӑл айван-минӗревлӗ те суя хӑпартлануллӑ сӑмахсемпе. Кунта та ҫавӑн пек. Ҫынна хӗрхенни тепӗр чух киревсӗр ӗҫ туни пулса тухать. Телее пула, ман ҫумра сунарҫӑ ҫӗҫҫи пурччӗ, пирӗн хушӑра вара хаяр кӗрешӳ тапранса кайрӗ. Ӗҫмен куреньсем хирӗҫ тӑрасшӑн пулнӑ курӑнать; анчах ӳсӗр куреньсем те, урӑ куреньсем те чышкӑпа ҫапӑҫма пикеннӗ. Ҫавӑнта тӗл пулӑпӑр. Апла пулсан, Крым Республикине союзлӑ республикӑсен разрядне куҫарни тӗрӗс те мар, логикӑпа та килӗшмен пулнӑ пулӗччӗ. Ӑмӑрткайӑк каллех кӗсменне тытрӗ. Пурте пӑрахнӑ пӗччен ача ӳпкелеме пултарать-и вара? — Эппин, карап Африка ҫыранӗсем патне ҫитсе ҫапӑнни ӑнсӑртлӑх кӑна-и? Анчах хӗрарӑмсене шеллемесен те юрамасть, хӗрарӑм вӑл санӑн иккӗмӗш чуну пек пулса тӑрать-ҫке. Апла пулсан, ӑҫта шырамалла ӑна, тата мӗнле? Анчах, ҫапах та, Фоман, вунтӑхӑр ҫул тултарсан та, темӗнле ачалӑх, хӑйне тантӑшӗсенчен уйӑрса тӑракан ачалла ӑсӗ пӗтмен. Павка пӗтӗмпех йӗркипе каласа пачӗ. Ҫӗртен уйрӑлсан, вӑл машинӑпа тачӑ пӗтӗҫсе ларманнине, машина хӑйӗнчен темле уйрӑм пулнине туйрӗ. Кӑштах ҫил вӗрет. Ӗнтӗ ҫынсем ним чӗнмесӗр тӳсни пӗтсе пычӗ, ун вырӑнне вӗсем малалли ӗҫсене чӗререн пӑлханса кӗтеҫҫӗ, ҫынсем тарӑхни палӑрмаллах ӳсет, хаяррӑн каланӑ сӑмахсем янӑраҫҫӗ, пур енчен те темле хумхантарса ҫӗклентерекен япаласем пурри сисӗнет… Кӗскен каласан, япаласем мар, эпир вӗсем ҫине пӑхасси кӑна пур тесе шутлакан Шеллингпа пӗр шухӑшлӑ пулса тӑтӑм. Майор тӑрӑшнине пула Гленарванпа унӑн юлташӗсем майӗпенех тӑна кӗрсе пычӗҫ. Эпӗ сана пӗтӗм чунтан юратнине туятӑп, эсӗ ху та хӑвна санӑн тенине илтетӗп, эпӗ чӑтса тӑма пултараймастӑп… (Николай Артемьевич калаҫрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй илемлӗ калаҫнинчен хӑй савӑнса ларчӗ). Ҫурҫӗр тӗлнелле Воропаев киле кайма тапранчӗ, анчах Лена савӑт-сапасене ҫӑватчӗ те, пӗрле каяс тесе, ӑна кӗтме шутларӗ. Шурлӑхлӑ вырӑнсенче сивчирне чирлесе ирттернӗ хыҫҫӑн, унтан кайсан, ача майӗпен сывалчӗ. Вӑл ӗнтӗ пачах ватӑлса ҫитнӗ пек курӑнать: курпунланнӑ, ырханланнӑ. Ыранах туса хунӑ пултӑр куна. Ҫӑра йывӑҫ мӗлкисен хӳттинчен тухиччен малтан вӑл пӗлӗт ҫинелле тата ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑракан уйӑх ҫинелле тинкерсе пӑхса илнӗ. — Ҫапах та? Вӗсем ҫирӗмрен те ытла пулман пулӗ-ха: пичӗсем кулнӑ чух ачанни пек курӑннӑ. Пӗлетни, мӗн тумалла санӑн? Кӑмӑлӑм уҫах марччӗ манӑн, ҫавӑнпа ӗҫессӗм те питӗ килетчӗ, анчах эпӗ юбиляр сывлӑхӗшӗн пӗр черкке кӑна сыпрӑм. Вырӑн ҫинчен тӑрсан, Аркадий чӳречене уҫса пӑрахрӗ. Сехре хӑпсах эпӗ сывлӑш ҫинче ҫакӑнса тӑратӑп. — Хӑвӑрӑнне мӗншӗн ҫитерместӗр-ха эсир? — ыйтрӗ Горева ун патне хӗсӗнсе кӗнӗ хыҫҫӑн. Хӑй вӑл хулара пачах пулман-мӗн. Нимӗн те улшӑнмарӗ, анчах пирӗн умра тата тепӗр хӑрушлӑх палӑрса тӑчӗ. Хӑш чухне эпир ӑна вӑрҫтарма юрататтӑмӑр та, унӑн куҫӗсем юнпа хӗрелсе тулатчӗҫ, ҫавӑнтах кинжалне ярса тытатчӗ вара. Ӗлӗкрех вӑл хӗрлӗччӗ, пурнӑҫ тапса тӑратчӗ унӑн, хӑй пӗрмай анекдотсем те кулӑшла историсем шухӑшласа кӑларатчӗ, командӑн чи юратнӑ ҫынниччӗ ҫав вӑл, чи йывӑр ӗҫе тытӑннӑ чухне те шӳт тӑвасса пӑрахмастчӗ, — мӗнӗ юлнӑччӗ ӗнтӗ халь ҫавсенчен! Пурӑнас! Вырӑна ҫитсен тепӗр ирхине хӗрарӑмсемпе арҫынсен шавлӑ ушкӑнӗ — лавсемпе те, ҫурран та — шыв хӗррине капланса аннӑ. Венедире оперӑсен сезонӗ иртнӗ, ҫавӑнпа та юрлакансем пурте япӑхраххисем кӑна пулчӗҫ; вӗсем кашниех вӑйӗ ҫитнӗ таран кӑшкӑрчӗҫ. Вӑл улӑшӑнми япала, таса япала. Панталеоне Эмиле сӑмах вакласа, чун-чӗререн хавасланса дуэль мӗнле пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ, паллах ӗнтӗ бронзӑран тунӑ монументпа командор статуйи ҫинчен асӑнмасӑр хӑварма пултараймарӗ вӑл! Эпӗ его величествӑна: эсир вӑл тӗлӗшрен ан шикленӗр, эпӗ сирӗн умра ҫарамасланса, хам кӗсъесене тавӑрса кӑтартма та хатӗр, терӗм. Вӗсем ун валли пулӑ тытмалли хатӗрсем ӑсталанӑ, йывӑҫ хуйӑрӗсенчен кимӗсем туса панӑ, унпа ашкӑннӑ, вылянӑ, тӑрӑмсенче, ашшӗ ӗҫпеле хулана кайсан, Атӑл тӑрӑх кимӗпе ярӑнтарнӑ. Вӗсем халӗ темле перекетсӗр пулнӑ, ӗҫрен унталла-кунталла пӑрӑнса ҫӳреме пуҫланӑ; ӗлӗк, ашшӗ пурӑннӑ чухне, вӗсем кил-йышсемпе килӗштерсе, туслӑ пурӑнатчӗҫ, хальхи пек нумай ӗҫместчӗҫ, хальхи пек намӑса пӗлмесӗр асмастчӗҫ, анчах халӗ пӗтӗмпех пӑтрашса кайрӗ, ҫынсем ҫивӗчрех тата, тен, ӑслӑрах та пулнӑ пек, ҫав вӑхӑтрах ӗҫе тирпейсӗр тума, пӗр-пӗрин ҫине хаяррӑн пӑхма пуҫларӗҫ, тата пурте йӗри-тавра темле аван мар жуликле сӑнаса пӑхса ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ пӗлеттӗм ӗнтӗ: тӳсме ҫук ӗҫес килни вӑл вилӗм ҫывхарнине пӗлтерет, ҫавӑнпа эпӗ ун ҫинчен Печорина каласа патӑм. Линейка хыҫӗнчен — йытӑсемпе сунарҫӑсем, вӗсен хыҫӗнчен Игнат лавҫӑ Володя валли уйӑрнӑ лаша ҫине утланнӑ та манӑн ватӑ клепера чӗлпӗрӗнчен ҫавӑтса пырать. — Тимур, — асӑрхаттарчӗ Сима. Коридорта каҫхи лампа ҫутатать. Унӑн чӑрсӑр хӑюлӑхӗ ӑсран ярас пек паттӑррӑн курӑнчӗ. Мӗншӗн Кораблев ҫав териех пӑлханса ӳкнӗччӗ-ши? Ку — эрешменсен ҫав тери капмар кӗпӗрленчӗкӗ. Тепӗр тесен, пирӗн хушӑмӑрта нимех те ҫывӑххи пулма пултараймасть. Инҫетре-и вӑл? — Ах, мӗнле эс?.. Чим-ха, сана эп!.. Усал-вӗчех Сет хӑйпе пӗртӑвана, турӑланнӑ Озириса, ӗҫкӗ-ҫике ултавпа илӗртсе кӗнӗ те чеелӗхпе ӑна чаплӑ, капӑр тупӑка хистесе вырттарнӑ, вара, ун ҫийӗн ҫивиттине шалтлаттарса хупса, тупӑка аслӑ турӑ ӳчӗпе пӗрле Нила кайса пӑрахнӑ. Маркиз шӑтӑксене тата башньӑна ҫирӗплетнӗ ҫӗрте ӗҫленӗ хушӑра, Иманус кӗпер ҫинче ӗҫлерӗ. — Хӑйне кам та пулин пӑрахсан, ун пек хуйхӑ кашни хӗрарӑмӑнах пулать, — терӗ ҫирӗппӗн Лена малтанхи пекех лӑпкӑ сасӑпа; Воропаев унӑн кӑмӑлӗнче темле ҫӗнӗ япала палӑрнине сисрӗ; ку вӑл темле никама пӑхӑнманлӑх, хӑюлӑх, — Лена ун пек кӑмӑллӑ пулнине Воропаев халиччен курманччӗ-ха. Давыдов килсе ҫитиччен пӗр кун маларах ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртрӗ: иккӗмӗш бригада ҫумне ҫирӗплетнӗ Макар Нагульновпа Любишкин иртен пуҫласа пӗр вӑтӑр киле яхӑн кӗре-кӗре тухрӗҫ, каҫхине вара, Разметновпа секретарь ял Советӗнчен тухса кайсан, Макар кӑнтӑрла хӑй кӗрсе тухма ӗлкӗреймен кил хуҫисене ял Советне чӗнтерме тытӑнчӗ. Халӗ ирхи апат тӑвӑпӑр та хула курса ҫӳрӗпӗр. Ҫӗрле арӑслансемпе гиенӑсем хартлатаҫҫӗ. — Мӗн именно тавӑрать? — лӑпкӑн ҫеҫ ыйтнӑ Маякин, Фома ҫине пӑхмасӑрах. — Хытӑ, хытӑ чупать! — терӗ татах индеец. Ҫав вӑхӑтрах Гленарван чӗтрекен сассипе Роберта ҫапла каларӗ: — Илтетӗн-и, ман ачам, илтетӗн-и? Эсир хӑвӑр Миссисипи штатӗнче, хӑвӑрӑн чурасене асап кӑтартакан кавалеринче тесе ан шутлӑр. Давыдов Ҫӑрттан мучипе юнашар ларать, Варя — урапан тепӗр енче. Ҫав алшишсенчен пӗр мӑшӑрӗ сана лексен ҫав тери аван пулӗччӗ! Гленарванпа Роберт рамадӑна кӗрес ҫӗрте тӑраҫҫӗ. Комсомолецсене савӑнма юрамасть тесе ӑҫта ҫырни пур? Вӑл малалла та хӑй ҫулӗпех пырас пулсан, тӳрех вӗсем патне пырса тухнӑ пулӗччӗ, анчах ку ӗнтӗ ҫавӑн пек япалана курса тӑмашкӑн юланутсен паттӑрлӑх ҫитсен ҫеҫ пулма пултарӗччӗ. Туяпа шаклатни илтӗннӗ май, пусмапа хӑпарни те илтӗнет, акӑ тинех алӑк патне ҫитсе чарӑнчӗ. Тул ҫутӑлнӑ чух тухрӑмӑр вара. Марьяна ун ҫине хулӑпа хӑмсарчӗ те иккӗшин ҫине те хӑйӗн илемлӗ куҫӗсемпе хавассӑн пӑхса илчӗ. — Ҫакас-тӑк ҫакас, каҫарас-тӑк каҫарас: манӑн йӑли ҫавнашкал. Пушӑ та ҫӑмӑл кузовра Воропаева сиктерет; сиктернипе, ӳсӗрнипе, тен, тата выҫӑпа та пулӗ, унӑн кӑмӑлӗ пӑтранма пуҫларӗ. Ҫав ҫул кӗркунне эпӗ Хусана тухса карӑм, тен, унта вӗренме вырнаҫӑп пулӗ тесе хам ӑссӑн шутласа хутӑм. «Паян ӗҫ ҫинчен калаҫмастӑп, ӗлкӗрӗп-ха, ахаль ҫеҫ калаҫӑпӑр». Кунта шыв ӑна ҫавӑрма чарӑнчӗ те, сулӑ пӑртак тыткаланма пуҫларӗ. Вӑрманта пытанса пурӑнакан хресчен отрячӗсем пурте Лантенак тавра пӗрлешнӗ, вара пурте — ҫывӑхрисем те, инҫетрисем те ӑна пӑхӑннӑ. Хастар хӗрарӑм хӑй куляннине нимпе те кӑтартасшӑн пулмарӗ, анчах та мӗнле хӗссе ыратрӗ-ши амӑшӗн чӗри ҫак вӑрттӑн тӑкӑскӑ хуйхӑран! Инкек пуҫланнӑ ҫеҫ-ха, вӑл акӑ чӑтӑмлӑхне ҫухатрӗ… Чӑнах та, тулта каҫ пулин те, халӑх канмасть, анчах мӗнле те пулин пӗр-пӗр уйрӑм ӗҫпе те аппаланмасть; хӑй -пӑрахутӗнчен е поездӗнчен ҫывӑрса юлас мар тесе, пристаньсенче е вокзалсенче мӗнпур килекен тата каякан пӑрахутсемпе поездсене ыйхӑ витӗр хуралланӑ чухнехи пек, халӑх пӑлханать, хавхаланать, ҫывӑрмасть. Хӑшпӗр уроксене ачасем ытла сахаллӑн ҫӳреҫҫӗ, ҫав уроксене ирттерекен педагогсем пирки мӗн калӑпӑр? — Унӑн чирӗ мӗнле улшӑнса тӑни ҫинчен кашни кунах пӗлтерсе тӑма сӑмах паратӑп эпӗ сире, чӑн-чӑн хӑрушлӑх килсе тухас пулсан… — Ҫийӗнчех мана илме яратӑп тесе тупа тӑвӑр, кирек мӗнле вӑхӑтра пулсан та — ҫӗрле-и, кӑнтӑрла-и; турех ман пата ҫыру ҫырӑр… халь мана пурпӗрех. Вӑл ертсе пырать-тек ӗнтӗ — ут та ут, ан нӑйкӑшса пыр! Вӑл, килме пулса ҫӑвар уҫса каламарӗ… Вӑл кӗсйисене пушатса алӑк патнелле кайрӗ, анчах ҫавӑнтах чарӑнса тӑчӗ те ухмахла ҫинҫе тата хӑрушӑ сасӑпа: — Пар вунӑ тенкӗ! — терӗ. — Эпӗ ҫав териех идиот-и вара? Сирӗн аннӳ ман пата пырса калаҫнӑ чухне вӑл кӑвар тӗлкӗшсе ҫеҫ выртатчӗ-ха, — ун пек пулман пулсан — эпӗ тӗрӗс ҫын, — вӑл ыйтнине пурнӑҫлама та килӗшес ҫукчӗ пуль… — Вӗсемпе чӗлхе урокӗсене ирттеретӗн-и? Сухалне вӑл хырнӑ, ҫӳҫне нимӗҫсем пек кастарнӑ. Хӗрачасем кайран юрласа пачӗҫ, килӗсене пит хавасланса саланчӗҫ. Ежовӑн пӗлменни пулман: вӑл прокурор горничнӑйӗ ача ҫуратса пани ҫинчен, прокурор майри уншӑн упӑшкине вӗри кофепе сапни ҫинчен шкула хыпар ҫитернӗ; вӑл кӑртӑш пулла ӑҫта тата хӑҫан тытма аванраххи ҫинчен каласа кӑтартнӑ; кайӑк-кӗшӗк тытма тапӑсем, читлӗхсем тума пултарнӑ; касӑрма маччи ҫинче пӗр салтак мӗншӗн тата мӗнле ҫакӑнса вилни ҫинчен те тӗплӗн хыпарланӑ, тата паян учитель кам-кам ашшӗнчен мӗнле парнесем илни ҫинчен те пӗлтернӗ. — Кирлӗ мар, ан чуп ту, тивӗҫместӗп ӑна эпӗ! — терӗ куҫҫульне чарайман игумен; вара Краличе, ыталаса илсе, ашшӗ хӑйӗн тахҫантанпа тунсӑхласа кӗтнӗ ывӑлне чуп тунӑ пек чуп туса илчӗ. А ку вара чи кирли пулать. Тимӗрҫӗн ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ; хӑранипе шурсах кайрӗ вӑл, вара, ним тума аптранӑ енне, сӑхсӑхма тӑчӗ… Эсӗ, ӗмпӗчи, Гарпенченкӑна лайӑх пӗлетӗн, — эсир ӑна пӗр-пӗр сӑмах калама пултараймӑр-ши?.. — Ҫапла кирлӗ, ҫавна нимӗн те ӑнланмастӑн эсӗ. Шкул пурнӑҫӗнче йӗркерен иртекен ӗҫ пулни ҫинчен ӑна пӗлтермесӗр, такам унӑн полномочисене пӑснӑ тесе шутлакан бюрократ-и? — Сирӗн кунтисемсӗр пуҫне урӑх нимле япала та ҫук-им? Унтан сӗтел ҫинчен турӑш илчӗ те: — Маша, кил-ха ман патӑма, — терӗ вӑл ӑна хурланчӑклӑрах сасӑпа, — пехиллетӗп сана… Ҫулсеренех темиҫе вунӑ ҫул хушши Ярмаркӑна шыв илет, ҫуртсене, сарнӑ чулсене пӑсать; ҫав ҫулсерен шыв илнисем ҫынсене шутсӑр пысӑк сиен кӳреҫҫӗ, ҫав шыв илессисем хӑйсем тӗллӗн пӗтсе ларас ҫуккине пурте пӗлсе тӑратчӗҫ. «Манӑн кунтан тухасси пулаймӗ, нихҫан та хӑтӑлаймӑп!» — кичемӗн шухӑшларӗ Сергей. Ҫитменнине тата упи питӗ пысӑкчӗ! — Лачаканах кӗрсе ҫаклантӑмӑр ӗнтӗ, мур илесшӗне! — канӑҫлӑн сывлӑш ҫавӑрса ячӗ Боримечка. Казак мӑшкӑланисене Ситанов чӗнмесӗр, кӳренмесӗр итлесе ларатчӗ, хӑшпӗр чухне тата хӑй те Капендюхинпа пӗрле кулатчӗҫ. Малалла хирӗҫӳ ҫивӗчленсе пынӑ май, вӑл Жаркийпе пачах калаҫми пулчӗ. Унӑн арӑмӗ, амӑшӗпе юнашар лараканскер, чавсисене чӗркуҫҫисем ҫине хурса пӗшкӗнчӗ те ури айнелле пӑхрӗ. Аллисем те унӑн шап-шурӑ та илемлӗ, вӗсене вӑл чаплӑ, ылтӑн-чӑпар Инди фулярӗпе шӑлкаларӗ. — Эсӗ мӗн каланине тӗрӗс ӑнланатӑп пулсассӑн, Кассий, эсӗ туй ҫинчен калатӑн. Тӗксӗм сӑнлӑ хӗрпе кӗскен калаҫнӑ хыҫҫӑн, Павел производствӑра ӗҫленӗ хушӑрах мастерскойри комсомол коллективӗн секретарӗ пулса ӗҫлемелле, тесе сӑмах татрӗҫ. Эпӗ ҫакна ахаль хӑваратӑп тесе шутлатӑн-и? Эпӗ жалоба памастӑп тетӗн-и? Эпӗ сана ирӗк паратӑп… эсӗ мӗн… мӗн… Сана мӑнастире, ӑна каторгӑна, арестантсен ротине яратӑп! Ҫынни ҫамрӑк-ха, ҫӳллӗ мар, типшӗм, сарӑ ҫӳҫлӗ, питне пайтахранпа хырман пулсан та, чипер сӑнарлӑн курӑнать, куҫӗ пит чӗрӗ; Огнянова вӑл ытла ырханкка курӑнни тӗлӗнтерчӗ, ҫынни пит ӗшенсе ҫитни те паллах. Ытти астрономсем Уйӑх ҫинчи кратерсене вулкансем сирпӗннипе пулса кайнӑ тесе те шухӑшлаҫҫӗ. — Урӑрсене илӗр, — кӑшкӑрчӗҫ салтаксем пӗр-пӗрин ҫине, хӑйсем ҫав вӑхӑтрах Володяна ҫул парса хутлана-хутлана выртрӗҫ. Анчах та ку вӑл кадр мар. Виҫӗ пар ӗҫ вӑкӑрӗ усраҫҫӗ, икӗ тарҫӑ тытаҫҫӗ. Нихӑҫан та, нихӑҫан та! Праскухин, хӑйне юрлама ыйтман пулин те, хӑй юрра пит аван юрласа пачӗ, ӑна вара, лайӑх юрланине кура, тата тепӗр хут юрласа пама ыйтрӗҫ, ку, паллах, унӑн кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ. Тупӑ сассисем ҫав-ҫавах вӑйлӑн кӗрслетеҫҫӗ, Володьӑпа чӗмсӗр Николаев утса пыракан Екатеринински урамра никамах та курӑнмасть, шӑп. Вӑл кулса илчӗ те лӑпкӑн кӑна:— Ӑна ҫурҫӗр ҫилӗ! — терӗ. — Итлӗр-ха, Чумандрин юлташ, эпӗ ҫывӑрнине Широкогоров асӑрхарӗ-и? — Ирхине кунта пулнӑ, — ассӑн сывласа каларӗ старик, — курӑнать, шӑтӑкӗ тарланӑ, уҫӑ. Вӗсен икӗ хӗрача, пӗри пӗчӗккӗ-ха, тепри уксах, туяпа ҫӳрет, хитрескер. Урисене сарлакан сарса, хырӑмне каҫӑртса, патвар лавкаҫӑ Кузьмин черетлӗн — пӗрре ман ҫине, тепре Кукушкин ҫине пӑхса тӑчӗ. — Нимӗн те пӗлместӗн. — Никам та тупман мана, — терӗ Соколов, — мана тупма та пултарайман. — Инҫе-и вара кунтан? Нумай пулмасть, донья Исидора ҫирӗм ҫул тултарнӑ. Куполран икӗ сасӑ тухать: хӗлӗхлӗ тата вӗрсе калани; пӗрлешеҫҫӗ, хутӑшаҫҫӗ те пулма пултараймилӗх пирки юрлаҫҫӗ. Вӑл ӑна ӗмӗтсӗрленсе ярса тытрӗ те пӗтӗмпех ӗҫсе ячӗ. Эпӗ хам умра тискер кайӑксенни евӗрлӗ ҫӑмламас ҫӑварсене курса тӑтӑм, — вӗсем: — Аякран, кирпӗчсемпе! — тесе хаяррӑн ҫухӑрнине те илтсе тӑтӑм. Раща варринчи чул хӳме хыҫӗнче темиҫе хутлӑ, ҫӳллӗ, шурӑ кадет корпусӗ. Кунта халӗ пехотӑн хӗрлӗ командирӗсен пиллӗкмӗш шкулӗ. Ҫав тӑватӑ ҫӑлтӑр тӳпере Юпитер хыҫҫӑн куҫса пыни ҫеҫ мар — вӗсем ҫав пысӑк планета тавра ҫаврӑнни те палӑрнӑ. Ҫакна кура ҫул малашне те ӑнӑҫлӑ пулӗ, теҫҫӗ. Экспедици ӑнӑҫлӑ пулас шантарусем кашни кун ӳсеҫҫӗ темелле. Крахмалпа хытарса лартнӑ ҫухин ҫӳлти хӗррисем хӑлхи ҫумне сӗртӗннӗ пекех курӑнаҫҫӗ, ҫухийӗн шӗвӗр вӗҫӗсем ҫӑвар кӗтессисем патӗнче тенӗ пек хуҫланнӑ та малалла кӑнтарса тӑраҫҫӗ. Мана хирӗҫ пулнӑ икӗ казак, вӗлерекенне хӑваланӑ май, аманнӑскере ҫӗклесе тӑратнӑ, анчах лешӗн чун тухасси ҫеҫ юлнӑ та пӗр икӗ сӑмах кӑна хушнӑ; Владимир лашине унталла пӑрнӑ та, ӑна раща курӑнса кайнӑ. Кӳрентермерӗ-и вӑл сана? Вӑрман нумаййи начар мар ӗнтӗ, пӳрт тума йывӑҫ пултӑр, кӑмака хутма вутӑ пултӑр, анчах ҫӗр утмӑл морг вӑрман касма, тымарӗсене кӑкласа аяккинелле кӑларма, кайран тин плуг тытса сухалама темиҫе ҫул кирлӗ. Вӑл хӑй айӑплине ӑнланчӗ, унсӑр пуҫне кашни самантрах ытларах та ытларах тӗлӗнсе пычӗ: мӗнле-ха вӑл чӑннипех секундант пулса тӑчӗ-ха, лашасене те вӑл тупрӗ, пурне те вӑл йӗркелерӗ, ирхине ултӑ сехетре хӑйӗн лӑпкӑ пӳлӗмне пӑрахса тухрӗ? Хама хам хисеплеслӗх манӑн уннинчен ытларах. Выльӑха чӑннипех илетпӗр, укҫине те туллин тӳлетпӗр. Санӑн васкасах станицӑна каймалла вӗт, Шпортной мишавая илсе килмелле. Революци юхӑмӗнче вуниккӗмӗш ҫултанпа, Октябрь революцийӗ пулнӑранпа партире тӑрать. Пӗтрӗм ӗнтӗ! тесе шутларӑм эпӗ, лартрӗҫ мана ҫав ҫынсем, халӗ ӗнтӗ мана валли ҫул ҫитмен преступниксен колонийӗнче вырӑн хатӗрлесе хунӑ! Кванза вӑрринчен виҫҫӗр мильӑра вырнаҫнӑ Казонде Анголӑри чи пысӑк «лаконисенчен» — чура пасарӗсенчен — пӗри шутланнӑ. Ҫынсем вӗсене кулса, шут туса ӑсатса ячӗҫ. Ытти пур ҫын та халӑхшӑн асапланать, тӗрмене, Ҫӗпӗре каять, вилет… Чиркӳ тавра картишӗнче туллиех халӑх, пӗрисем тӑраҫҫӗ, теприсем лараҫҫӗ, кунта хаваслӑ ҫамрӑксемпе ачасем пӗр пилӗкҫӗр ҫын таранах. — Варя, вуласам, тархасшӑн, — терӗ Софья Ивановна, хӗре кӗнеке парса тата ӑна аллинчен лӑпкаса, — вӑл ҫав хӗре тепӗр хут тупни-тупманнине ҫав тери пӗлес килет. Ну, тата ытти те… сирӗн кашни кунах темле вӑрттӑн тӗлпулусем пула-пула иртеҫҫӗ-мӗн те, ҫакӑн ҫинчен пӗтӗм полк пӗлсе тӑрать имӗш. Юхӑма май Ҫак сӑмахсене асамҫӑ пек тӑхӑннипе палламалла мар сӑнлӑ Геркулес каларӗ. — Мӗн ӑна — Аверьяна? Тӑвӑллӑ драма пуҫланса каймалли сцена умне карӑнса тӑнӑ тӗксӗм чаршав витӗр электричество ҫути аран курӑнать. Ҫав тери пысӑк, кӗрлет те кӗмсӗртетет, тупписемпе пулемёчӗсенчен вут-ҫулӑм сапать. — Кӗрер-ха пӳрте, — терӗ Тоня. — Вӑл пурпӗрех… Вӑл, Давыдовӑн каҫӑртнӑ пуҫне кӑштах ҫӗклесе, ун айне кӑвак питлӗ пысӑк мар минтер хучӗ. Вӑл мана: «Эпӗ унта нимӗнле маслинӑсем те курмастӑп. Ҫакна эпир хуллен, васкамасӑр турӑмӑр. Ҫапла хӑйне хурлантаракан сӑмахсене илтсен, Кольхаун хирӗҫ салхуллӑн кӑна пӑхрӗ. Шалта ҫап-ҫутӑ, люкӑн ҫавра шӑтӑкӗнчен ромбла пустарса ҫӗленӗ сарӑ тир-сӑран курӑнать. — Салтака кайнӑ. Пусма ҫинче ура сасси илтӗнчӗ. Вӑл: «Саншӑн пулсан, пурне те юри тӑваҫҫӗ; эсӗ ҫынна вӗлеретӗн пулсан та, вӑл юри тӑвать тесе шутлатӑн. Сире мӗнле чӗнеҫҫӗ, ыйтма ирӗк парсамӑр? Анчах та эпӗ, вӑл акӑлчан хӗҫпӑшалӗ, акӑлчан машини вырӑнӗнче ӗҫленине пӗлсе, инквизитор ҫилленнине ним вырӑнне те хумарӑм. — «Ху ҫине телейлӗ ҫыннӑн кӗпине тӑхӑнас пулать». Унтан сасартӑк сӑмсипе шӑршласа илсе, пӑшӑрхануллӑн: — Ӗнӗк шӑрши кӗрет мар-и? — тесе ыйтрӗ. Анчах пирӗншӗн, инкекре пулнӑ ҫынсемшӗн, ку ҫимӗҫсем кам пахчинче ӳсни пит кирлех те мар. Ҫав контрабандистсен карланкине урлӑ тӑчӗ-ҫке Гришутка. Ҫӑварне сигара хыпнӑ, кӑкӑрӗ ҫине хӗрлӗ чечек чикнӗ Пӑван ӑна питех те капӑр перчетке тӑхӑннӑ ҫинҫе аллине пачӗ. Кам пӑяв илнӗ, кам чукмар, кам сенӗк… Вӗсем пӗр пӗринпе тулашаҫҫӗ пулсан, пирӗн те хӑрамалла пулать вара. Халӗ чура суту-илӗвӗ Испанипе Португали колонийӗсенче ҫеҫ юлнӑ тата хӗвелтухӑҫӗнче тӗрӗксемпе арабсем чурасене хуҫалӑха кирлӗ тӗллевпе илеҫҫӗ. — Ку пит лайӑх-ха, — малалла виртлерӗ Сергей. Щукарь кӗсри ҫине уртӑннӑ-уртӑнманах, хайхи кӗсре сулӑна-сулӑна каять, ӑшӗнче унӑн темскер пакӑртатма тапратать, вара кӗсре, епле тӑнӑ ҫаплипех, хӳрине тӑсса, ҫул ҫине тӳнсе каять. Вӗсем калаҫма тытӑннӑранпа Гленарван киличчен чылай минутсем иртрӗҫ. Пролив тӑрӑх ишсе пынӑ май, утравӑн кӑнтӑр енчи вӗҫне ҫитсен, эпир виҫӗ ҫынна куртӑмӑр: вӗсем хӑйӑрлӑ ҫӗр кукри ҫине чӗркуҫленсе ларнӑ та, йӑлӑнса пирӗн еннелле аллисене тӑснӑ. Пӗр карчӑк пур унта, фероньеркӑпа та уссипе — тӗлӗнмелле! — Анне, кирлӗ мар! — терӗ вӑл хуллен, йӑлӑнса. — Ну юрӗ, — терӗм эпӗ, — питӗ лайӑх. Вӗсем мана шыраса тупаймаҫҫӗ те вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ, ӳтӗм манӑн юханшывпа юхса кайнӑ пулать — унта, ҫыранра, кам та пулин ҫав шухӑш патне ҫитеретех вӗсене. Вӑхӑта уссӑр ирттерер мар, Джим, сулла юханшыв варне хӑвӑртрах илсе тух! Эппин, сана тытрӗҫ-и? Эпӗ тӗл пулсан мӗн калаҫмалли ҫинчен шухӑшласа хурас тенӗччӗ. Илья Артамонов ҫак хӗрарӑмӑн тӗксӗм, ҫатма пек ҫаврака пичӗпе сарлака сӑмси ҫине пӑхса ахӑлтатать. Зеб ҫӑварлӑха лаша ҫӑварӗнчен кӑларнӑ, лашине чӑтлӑх ӑшне йывӑҫ ҫумне чӗлпӗрпе кӑкарнӑ, хӑй вара Кольхаун йӗрӗпе кайнӑ. Капитан малтан ҫырнӑ цифрӑсен айне «160» ҫырса лартрӗ. Сылтӑм кустӑрма пӑрӑнса, пӗтӗмпех тенӗ пек, урапа айне кӗрсе кайнӑ, вӑл хӑйӗн кӗпчекне нимӗн сасӑсӑр тарӑхса ҫӳлелле ҫӗкленӗн туйӑнать. Ҫак мӗнпур сӑлтавсем ӑна ҫар судне пама ҫителӗклӗ пулаҫҫӗ. — Ах, Санин г-н, хам та пӗлместӗп эпӗ мӗншӗн йӗнине! Генрих старика эсӗ вӑйпитти ҫамрӑк чухне курасчӗ. Кайран, ҫавӑн пек авалхи тӗне сыхласа усракансене тата ҫавӑн йышшискерсене халӑх хушшинче те, интеллигенци хушшинче те хам нумай курсассӑн, эпӗ ӑнланса илтӗм: ҫав пит ҫирӗп тӑни вӑл — хӑйсем тӑнӑ вырӑнтан ниҫталла та кайма май ҫук ҫынсен пассивносӗ пулать, каяс пулсан та, вӗсен ниҫта та каяс килмест, мӗншӗн тесен вӗсем ӗлӗкхи сӑмахсен, пурӑнса ирттерсе янӑ ӑнлавсен тӑллипе сирӗп тӑлласа хунӑскерсем, ҫав сӑмахсемпе ӑнлавсем ӑшӗнче хытса юпасем пек пула-пула ларнӑ. Халь ҫеҫ тухнӑ хӗвел пайӑрки чӳречерен савӑнӑҫлӑн выляса кӗчӗ, амӑшӗ хӑйӗн аллине ун тӗлне тытрӗ те, тепӗр аллипе ӑна хуллен кӑна ачашласа, шухӑша кайса, йӑвашшӑн кулса илчӗ. Эпӗ хама хам пӗтнӗ тесе шутларӑм. Макарпа тӗл пуласран шикленсе, Давыдов йӗри-тавра пӑхкаласа пынӑ, анчах аллине туртса илмен, Лушкӑпа харӑс утма тӑрӑшса, тӑлланӑ ут пек, вӗттӗн-вӗттӗн яра-яра пуснӑ, тикӗс вырӑнтах темшӗн такӑна-такӑна утнӑ. Ӑҫталла? — хаяррӑн, хыттӑн кӑшкӑрчӗҫ тӗттӗмлӗхре. Хӑвӑрӑн кӗлетӗр епле аслӑ, анчах тыррӑр вара кун пек тирпейсӗр ҫӗрте выртнӑ? — ыйтрӗ вӑл Акимӑн пӗр хӗрӗнчен, куҫӗсене ытарлӑн хӗссе илсе. — Ӑна атте шухӑшласа кӑларнӑ… — именчӗклӗн хуравларӗ лешӗ. Ытти салтаксене кӑмӑла кайман пек, ҫӗнӗ комбат малтан Костя кӑмӑлне те кайман-мӗн. Амӑшӗ питӗркӗче ҫӗклесе алӑка урипе тӗртрӗ те — тултан Игнат кӗрсе тӑчӗ. — Унта та, унта кӑна та мар. Ку ӗҫе вӗсене пуринчен ытла Марийка Логова — тӑлӑх арӑм Макарихӑн хӗрӗ, хура ҫӳҫлӗ пике, ҫивӗч те шуҫӑм кайӑкӗ пек уҫӑ саслӑ хӗр хӗтӗртнӗ. — Пырать. Кӑмӑла кайрӗ, — терӗ вӑл, ассӑн сывласа. Унӑн вӑйлӑ та лӑпкӑ ҫулӑмӗнче пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫӑн хура тумхахӗ, хӑнӑхнӑ туйӑмсен йывӑр муклашки шӑранса ирӗлчӗ, ҫӗннинчен хӑрани — ылханлӑ япала — ҫунса кӗл пулчӗ… — Ну, кам каласшӑн-ха тата? — тесе ыйтрӗ Степа. — Ҫапла ӗнтӗ, Джим, эсӗ кунта мӗн, — терӗ доктор салхуллӑ сасӑпа. Тепре шӑхӑрни илтӗнмерӗ. Сасартӑк вӑл канонир ҫинелле ыткӑнчӗ. Фома мужик ҫине пӑхса илнӗ, — лешӗ, ҫамки ҫинчен тарне шӑлса, мӗн пулса иртнине нимӗн те ӑнланмасӑр юлнӑ пек, хӑйӗн тавра алчӑраса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхкаланӑ. — Ку тата пирӗн пино-гри эрехӗ. — Илсе тухса хунӑ, — терӗ художник, кӑшт именсе, — эпӗ ку хваттере тин ҫеҫ куҫнӑ-ха, картинӑсем ҫул ҫинче… ҫитеймерӗҫ. — Пӗр документра ҫитменнине тепринчен илес. Анчах кун пек пулма пултарайман: ҫакӑн пек вӑхӑтра Сталинград патӗнчен Мускава ӑҫтан килетӗн! Вӗсем ӑна тырӑ ҫунтарнӑ тесе айӑпланӑ. Анчах завхоз ку айӑпа йышӑнман, хӗненисене тӳсӗмлӗн, шӑлне ҫыртса тӳссе ирттернӗ. Совет влаҫне сыхлама Буденный патне кайма та, вилӗмсӗр тимӗр юхӑмпа тӑван тинӗс хӗррисемпе утса тухнӑ Тамански армие кайма та ҫакӑнтах пухӑннӑ. Николай Петровичӑн туйӗ Павел Петрович княгиньӑпа паллашнӑ чи малтанхи кунсенче пулнӑ. — М-мӗншӗн ку? — ыйтрӗ те поручик тата тепӗр утӑм ярса пусрӗ. Каҫхине вӗсем хӑна апачӗ турӗҫ, каллех ирхи хӑнасемех килчӗҫ, эпӗ корольпе герцог пуканӗсем хыҫӗнче тӑрса вӗсене сӑйлакан тарҫӑ пултӑм, ыттисене негрсем пӑхрӗҫ. — 4-мӗш бастионра, — ответлет ҫамрӑк ҫеҫ офицер, эсир вара, «4-мӗш бастионра» тенине илтсенех, хӑй сарӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ офицер ҫине уйрӑммӑнах тимлӗн, ҫитменнине тата кӑштах хисеплесе пӑхса илетӗр. Пурте шӑп пулчӗҫ, аяккалла пӑрӑнчӗҫ. Ҫил типӗтсе янӑ ыраш калчи, хӑйӗн ачаш ҫулҫисене ҫутӑ кӳрекен хӗвел шевлисем еннелле тӑсса, чӗвен тӑнӑ пек, ҫӳлелле хӑпарать. — Эх, ҫутӑ тинӗс, вӑт мӗнле ҫапӑҫаҫҫӗ вӗсем! Дауспа Тенч тытӑннӑ ӗҫсем ӑнманнине пула ҫак йывӑр задачӑна тума ытти шыравҫӑсем те тытӑнман вара. Савельич ун хутне кӗчӗ: — Итлемерӗн вӑхӑтра каланӑ чухне, — терӗ вӑл ҫилӗпе. — Хам шутланӑ пек экзамена чаплӑ парас вырӑнне Иконинран та пысӑкрах намӑс курма тивет». Площадь йӗри-тавра пӗр хутлӑ пысӑк мар ҫуртсемпе тӑм шӑлса тунӑ ҫуртсем лараҫҫӗ; вӗсен стенисем хушшинче ҫурт ҫӳллӗш сӑвайсемпе юпасем тата вӗсем урлӑ хунӑ каштасем курӑнаҫҫӗ; ун чухне обывательсем хӑйсен ҫурчӗсене ҫавӑн пек тунӑ, ӑна Литвапа Польшӑн хӑшпӗр вырӑнӗсенче халӗ те курма пулать. Вӑл, сӗтел хушшинче усӑнса ларнӑ май чӗтревлӗ пӳрнине тӑкӑннӑ квас ҫине чике-чике йӗпетсе, поднос ҫине тӗрӗсем ӳкернӗ. Сывлӑшра ҫӗрлехи шӑршӑсем уҫӑлчӗҫ, сӑмсана каҫ пулнӑ чухнехи пек нӳрлӗ, чӗрӗ сывлӑш пырса кӗре пуҫларӗ. Власовсен кӳрши Марья Корсунова, тимӗрҫӗ арӑмӗ пулнӑскер, Павел амӑшне пасарта тӗл пулчӗ те:— Ывӑлна асӑрхакала, Пелагея! — терӗ. Вӑл пӗлет, килӗнче унӑн хытса-шакӑртатса кайнӑ, рахитлӑ ачисем йӗрмӗшсе нӑйкӑшаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӑл куҫне тавӑрса хунӑ та: «Тупа!» — таккать, улатакка пек, пӗр сӑмаха тӑнсӑррӑн. — Ман ют ҫын докуменчӗсем пур. — Ун ҫинчен хыпар ҫук-и? — пӗлесшӗн ҫуннӑ «бензин королӗсем», ҫӗр айне чавса лартнӑ цистернӑсем патне черетлӗ бензовоз пырса ҫитсен. Озеровпа калаҫса татӑлнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫул тӑршшӗпех колонна хыҫҫӑн пынӑ-мӗн, полк канма чарӑнса тӑрсан вара, дозорнӑйсем тӑратса тухнӑ, салтаксене валли хатӗрленӗ ҫӑкӑр юлашкине те, повозка ҫинчен илсе, ротӑсенчи старшинасене хӑех валеҫсе панӑ, унтан вара, пӗр йывӑҫ патӗнчен теприн патне ҫӳресе, вӗсемпе калаҫусем ирттернӗ. — Пире тархасшӑн ним тума та кирлӗ мар ҫӗре илсе ан кай, сӑмахран, каялла Лӑпкӑ океан ҫыранӗсем патне илсе ан кай! Мана качча илмесен, санӑн кама илес-ха? Унӑн лӑсканса пӗтнӗ кӑвак сӑхманӗн сарлака арки айӗнче ҫинҫе хӗҫ сулланса пыратчӗ. Метеостанци ҫурчӗ патне ҫитме пӗр виҫҫӗр метра яхӑн юлчӗ, анчах Воропаев васкамасӑр утать, шухӑшласа, хӑйне хӑй тӗрӗслесе пырать. Сулӑ ҫинчи ҫынсемпе пӗрле унӑн чӗринчен ҫак хушӑра капланса ҫитнӗ пӗтӗм йывӑрлӑх, пӗтӗм тӗксӗмлӗх юхса кайнӑн туйӑннӑ. — Вӑл Назаркӑна аллинчен хытӑ ярса тытрӗ те хӑйӗн пӳрчӗ патне илсе кайрӗ. Лось Гусева хӑваласа ҫитрӗ. — Сирӗн пекех тунӑ пулӑттӑм, Том, — терӗ Джон Мангльс. Ман хуҫампа унӑн тусӗсем хӗрринче эпӗ курӑнми пуличчен тенӗ пекех пӑхса тӑчӗҫ. Хама кӑмӑлласа юратнӑ турӑ лаша час-часах: гнуй ниха мэйджах еху (хӑвна авантарах сыхла, еху), тесе кӑшкӑрнине илтрӗм. — Мӗн эс пире сехет хушши урамра тытса тӑратӑн йытӑ? — ятлаҫса илчӗ хӑрах куҫлӑ жандармӗ, плащӗнчен юрне силленӗ май. Лашасем пӗри те вырӑнта мар. Марья Кириловна нимӗн шарламасӑр макӑрчӗ. Эсир унӑн ашшӗ-и? Питӗ лайӑх шухӑш… халӗ эпир пӑхар-ха ӗнтӗ, тата мӗнле майсем… Вут склачӗ алӑкӗ патӗнчех жилеткине йӳле янӑ хайхи ҫын тӑнине вӑл курах кайрӗ, вӑл сылтӑм аллине ҫӳлелле йӑтнӑ та, халӑха хӑйӗн юнланса пӗтнӗ пӳрнине кӑтартать. Унтан ларчӗ те, Егор ҫине хурлӑхлӑ куҫпа пӑхса, вӑраххӑн, сӑмахӗсене тӑсарах калама пуҫларӗ. Пӑттине ҫисе ярсан, Давыдов лаштах сывласа ячӗ: нумайранпа кун пек тӑраниччен ҫиейменччӗ-ха. Мухтав турра, ялта пӗр хӗр кӑна мар. — Вӑл хӗре ҫивӗтсенчен сахал тӑпӑлтарнӑ, — тет Лутонин, унтан мана ҫакна пӗлтерет: — Кӳлӗре карассем тытатӑп пек; сасартӑк — полицейски пырса тухать: стой, епле хӑятӑн эсӗ? Хӗвел аннӑ ҫӗре пӗчӗк ушкӑн ҫыран хӗрринчен пӗр сакӑр милӗ яхӑн уйрӑлнӑччӗ ӗнтӗ. Хыҫалта хуллен кӑштӑртатни илтӗнчӗ. Карчӑк каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те аяккалла шӑвӑнма тӑнӑ ачана ҫавӑнтах пиншак аркинчен ярса илчӗ. Ку вӑл — кукаҫунтан килет санӑн, анчах кукаҫу — мӗн вӑл? — Мӗншӗн кунта? Тӑна кӗрсен, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ умӗнче юратнӑ хӗрӗ — Луиза Пойндекстер ларнине курнӑ. — Урӑхла каласан… мӗнле-ха ку япала, ӗҫе тытӑнар? Эпӗ тахҫантанпах вӑл ӗҫме юратакан ҫын тата варӑ иккенне пӗлетӗп; виҫӗмкун ҫеҫ вал пӗр лавккаран тӳмесем ҫаклатса тухнӑ. Унта сирӗн килкартишӗнче, Чесноков патӗнче, ҫӗннисем пурӑнаҫҫӗ — Евсеенкӑсем; ывӑл ачи — Нюшка, пырать, ҫивӗчскер! «Король Георг гостиници» патӗнче, эпир почта дилижансӗ ҫине ларнӑ тӗле, каҫ тӗттӗмӗ ҫывхарса ҫитрӗ. — Падре, эсир чӑнах та… Монтанелли каялла чакрӗ. «Марья Васильевна килте-и», тесе ыйтнӑ чухне унӑн сасси чӗтренчӗ. Темскер ҫине сиксе хӑпарса, эпӗ ҫынсен пуҫӗсем урлӑ вӗсене пичӗсенчен пӑхрӑм, — ҫынсем ӗхӗлтетсе кулса:— Пӑх-ха, пӑх-ха… — тетчӗҫ пӗр-пӗрне. Эрех ӗҫетӗр-и эсир? Вӑл мӗлкесем урам тӑрӑх, ҫуртсен ҫийӗпе ҫемҫен шуса пычӗҫ, ҫынсене хупласа иртрӗҫ, вӗсем стенасемпе ҫурт тӑррисем ҫинчен пылчӑкпа тусана, ҫынсен сӑнӗнчи кичемлӗхе шӑлса антарса, слободкӑна тасатнӑ пек курӑнчӗ. Малтан тухтӑр килет, ун хыҫҫӑн — Эммелина тенӗ кӳршӗсем, юлашкинчен тин тупӑкҫӑ, тупӑкҫӑ Эммелинӑран малтан ҫитни пӗртен-пӗрре ҫеҫ пулнӑ, тет, ун чухне вӑл рифма тупайманнипе пырса ӗлкӗреймен-мӗн, вилнӗ ҫын Уистлер хушаматлӑ пулнӑ. — Арӑм патне кӗр, манса ан кай, — кӑшкӑрчӗ те вӑл Хохлова — тата вӑйлӑрах ӑмӑрланчӗ. Пӑван пистолетне кӗпи айӗнчен кӑларчӗ те, ҫывхарса килекен отряда мар, лашасем патнелле пытанса пыракан шпиона тӗллесе печӗ. Лешӗ, хулӗ ванса аманнӑскер, ҫӗре чикӗнсе ӳкрӗ. — Ҫапла калаҫҫӗ тата: хӗрсене салтаксем валли вырӑн сарма тата пыллӑ чихирь ӗҫтерме хушнӑ, тет, — терӗ Назарка, урисене Лукашка пекрех саркаласа тата папахине те ун пекех ӗнси ҫинелле антарса. Выльӑхсене хӑваласа кӗртнӗ хыҫҫӑн, казачкӑсем урам кӗтессисене тухаҫҫӗ те, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлчесе, пӳртсем умӗнчи тӑпрассем ҫине вырнаҫа-вырнаҫа лараҫҫӗ. Ҫӳллӗ килкарти, йытӑсем, тимӗр алӑксемпе тимӗр сӑлӑпсем, пӗкӗ евӗр ҫаврашка тӑрӑллӑ чӳречесем, авалхи коверсемпе витнӗ арчасем тата хӑй, ун умӗнче пӗр сиккеленмесӗр лараканскер, ӑна ҫав тери тӗлӗнтернӗ. Хӗвел ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен тухрӗ, тӗрӗссипе каласан, ҫав енчен кун килме пуҫларӗ, мӗншӗн тесен хӗвелӗ курӑнмасть, вӑл тӗксӗм пӗлӗтсем хыҫне пытаннӑ. — Шел, каятӑп эпӗ, ҫав старике хӑлха чикки памаллаччӗ те… Нивушлӗ эсир, Мэри, пирӗн «Дунканпа» хавхаланмастӑр? Ытарма ҫук! — ҫаплах-ха лӑпланаймарӗ Целуйко. Мӗн чухлӗ вӑй сирӗн, чечекленсе пыракан вӑй, пултарулӑх, талант! Шлюпкӑсене тӑвӑл ҫӗкленсен малтанхи кунах таҫта илсе кайнӑ. Чӗрӗ юлассине пӗри те шанман, вара, ҫавӑн пек вӑхӑт ҫитсен, июлӗн 27-мӗшӗнче каҫпа, кӗтмен ҫӗртен, Австралин хӗвелтухӑҫенчи ҫыранӗ курӑннӑ. Ӑҫтан кӑна тупӑнчӗ вара старикӗн вӑйӗ! Вӑл шӑртланнӑ чух юлташӗсем пӗр шарламасӑрах унпа килӗшсе, ӑна нимӗн те каламан, ӑна, хӑй калашле, «пур патронсене те персе пӗтерме» ирӗк панӑ, тарӑхни иртиччен, унӑн вӑрҫӑра пӑсӑлнӑ нервисем лӑпланиччен, вӑл малтанхи пекех лӑпкӑ та савӑнӑҫлӑ пулса тӑриччен шарламасӑр кӗтнӗ. Эпӗ вӗт француз, кашни француз — чунӗпе пӑртакҫӑ повар. Ют ача ҫавӑнтах васкаса йӗр урлӑ каҫрӗ те:— Пӑхар-ха, эппин, эсӗ мӗнле хӗртнине, — терӗ. Ӑҫтан капла пулса тӑнӑ-ха: Эль-Койот, пачах та урӑскер пулас, ҫавӑн пек ир-ирех хӑйӗн юлташӗсемпе прерие тухнӑ? Ун чухнех эпӗ казаксене асӑрхаттарнӑччӗ, астӑватӑн-и? Радио пулман пулсан, ҫуран ҫӳренӗ чух эпир пӗр-пӗринпе калаҫма та пултарас ҫук. (Турӑ ҫырӑвӗсенчен сырса илнӗ политика). — Вӑл япӑх пулман пулӗччӗ… — Ия, сэр, эпир американецсем ҫав! — терӗ Пойндекстер, хӑйсен халӑхне хисеплемен пек туйӑннӑран пӑртак хурланнӑскер. Салтакӗ хирӗҫ каларӗ: — Ҫитӗ сана, кунта ротӑра мар вӗт. Вӑрҫӑпа хӗрсе ҫитсе хӑвна ху палламасӑр шӑлна ҫыртатӑн та, ҫав тӗрлӗ тӗслӗ те шавлӑ тамӑка вӗҫсе кӗретӗн! Мана хама та каснӑ-чикнӗ, сурса хуратӑп. Часах ирхи хӗвел ҫутти ӳксе ӑна вӑратрӗ. Тӗтре те пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн сирӗлсе пӗтрӗ; тавралӑх таҫта ҫити ҫуталса кайрӗ; шупка сенкер пӗлӗт айӗнче ешерсе ларакан сӑртсем, вӑрмансем, тӗм вырӑнӗсем ҫурхи ире савӑнӑҫлӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Егорушка шыв хӗррине таврӑннӑ чухне ҫыранра вут ҫунатчӗ Лавҫӑсем апат пӗҫеретчӗҫ. Вӑл ҫаврӑнса тӑнӑ вӑхӑтра Пӑван ӗлӗкхин пекех пӗчӗкҫӗ сӗтел ҫине таянса куҫӗсене аллипе хупласа выртнӑ: вӑл Джемма ҫинчен маннӑ пекех туйӑннӑ. Мӗскӗн амӑшӗ! Пӗтӗм ҫарӗпе лайӑхрах ҫын тупаймарӑр пулать вара?» Чирлӗ ҫыннӑн суранӗсем тӳрленнӗ. Унӑн мӑйӗ вӑрӑм. — Ача ҫуратма пӑрахсан, ӑна самаях ӳт хушӑнчӗ, ҫав чирӗ те унӑн — ачасем пирки пӗр вӗҫсӗр пӑшӑрханасси — ирте пуҫларӗ. Бруно ӗҫӗ те хӑй вӑхӑтӗнче ҫавӑн майлӑ пулнӑ. Бруноран каярах пурӑннӑ Кеплер астроном ун ҫинчен ак мӗн каласа пӗлтернӗ: «Эпӗ, — тенӗ вӑл, — чаплӑ итальянецӑн сочиненийӗсене вуланӑ чух пуҫ ҫаврӑннине туйрӑм, хам центрсӑр, пуҫламӑшсӑр та вӗҫӗмсӗр уҫлӑхра аташса ҫӳрени ҫинчен шухӑшласа илсен, мана сехре хӑпса тухнӑ евӗрех туйӑнчӗ»… Чиркӳ Джордано Брунона хӑйӗн хаяр тӑшманӗ вырӑнне хунӑ. Ҫавна хӗрхенесси ҫеҫ пур, намӑс мар пире… Эпӗ пӳлӗмрен тревога пирки тухрӑм. Эпӗ ӑна ҫиллентересшӗн пулманнине ӗненчӗ-ха вӑл. Ҫак шухӑшласа кӑларнӑ юмах сутӑҫсене питех пырса тивмерӗ, анчах та хӑйне ҫав тери килӗшрӗ, мӗншӗн тесен вӑл полици, ҫул ҫинче Николайӑн епле пулсан та тумтир улӑштармалла пулассине ӑнланса, рынока сыщиксем ярассине тавҫӑрса илчӗ. Пӗрре пиччӗшӗ шӑлнӗне каларӗ: — Виктор, эсӗ французла вӗренсе ҫитсен, санӑн ӗнтӗ савни тупас пулать… — терӗ. Ӑна пӑхни — мана пӑхнипех вӑл, мӗншӗн тесессӗн, эпӗ ӑна ҫак пурнӑҫ майланса ҫитсенех качча илесси ҫинчен татӑклӑнах шухӑшласа хунӑ, — терӗм. Анчах, паянхи кун мӗскер пулса иртнине ӑнлантарса париччен малтан, майор Элена вӑл мӗн пӗлменнине каласа кӑтартрӗ: вӑл ӑна Перт тӗрминчен пӗр ушкӑн каторжниксем тарни ҫинчен пӗлтерчӗ, вӗсем Виктори провинцине килни ҫинчен тата чугун ҫул ҫинчи катастрофӑна вӗсем туни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл, вилнӗ пек, нимӗн туйми ҫывӑрнӑ. Хырсем пӗр пек кашланине те, таҫта ҫул хӗрринче ӳхӗ ӳхленине те, инҫетре кашкӑрсем уланине те — тӗттӗм вӑрманта янракан тӗрлӗрен сасӑсенчен пӗрине те илтмен. Мулат тӗттӗм пӑлтӑра кӗрсе ҫухалчӗ, хӗр пӗр-пӗчченех урама тӑрса юлчӗ. Вӗсем ҫине вӑл шанчӑксӑррӑн пӑхса илчӗ те тепӗр хут ыйтрӗ. — Мӗн тума кирлӗ вӑл сире? Пистолечӗсене пиҫиххи хушшине чикрӗ, йӗнӗсӗр хӗҫне ҫӑварне хыпрӗ. Эсӗ ан вӑрҫ, вӑрҫнипе эсӗ ниепле те лайӑхрах пулас ҫук вӗт… Пирӗн пурнӑҫшӑн кам алӑ пусать? — тухса каяс умӗн ыйтрӗ Дубцов. — Юрӗ эппин, ыран эсӗ судра свидетель пулӑн? Аркатса тӑкнӑ ляхсем пур еннелле те тараҫҫӗ, пытанма тӑрӑшаҫҫӗ. Андрей аллисене силлесе илчӗ. Эп сире…» — Вӑл шӑп кӑна сӑрт тӑрнашкипе ҫак сӑмсахӑн хушшинче ларать, — терӗ Джон Мангльс. Тен, вӑл ҫывӑрмасть те пулӗ, шухӑшлать пулӗ… Пуринчен ытла мана вӑл эпӗ мӗншӗн хама-хам перӗнни ҫинчен ыйтманни кӑмӑла каять. Юрать! тытӑнса пӑхас! Калле киле таврӑнмалла мар-ши? Ҫамрӑк та сывӑскерсем, вӗсем хӑйсен никам ҫӗнейми вӑйне пурте пӗр ҫӗре — тӗрӗслӗх патне илсе пыраҫҫӗ! Хӑш чухне ҫав туйӑм уҫӑмлӑрах пулать: «тӳпе евӗр кӑвак куҫлӑ» Эвелинӑпа амӑшӗн сасси илтӗнсе каять ун хӑлхине; вара, таҫта аякран килсе тухса тӑракан, уҫӑмлӑнах туйӑнакан сӑнарсем сасартӑках ҫухалаҫҫӗ те урӑх сӑнара куҫаҫҫӗ. — Ҫакна епле пурте ҫирӗппӗн ӗненме пултараҫҫӗ-хӑ? Ҫапла… ӑнланман эпир ӑна!» — пӗр-пӗринпе шӑппӑн калаҫаҫҫӗ тупӑк хыҫӗнчен пыракан офицерсем. Ҫӑра курӑк ӳссе ларнӑ пӳлӗм, урайӗ-мӗнӗ те, штукатурки те ҫук, кӑмаки ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ; чӳречисем кантӑксӑр, пусми ҫӗрӗк; пур ҫӗрте те татӑк-кӗсӗк эрешмен картисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ачасем хӑра-хӑра хуллен унта кӗчӗҫ. Курӑр. — Шӑтӑка тӑм питӗрсе лартнӑ, — терӗ Бат, сывлӑш ҫавӑрса. Паляныця вӑл «пурӑнӑҫа ҫӑмӑллатас» тӗлӗшрен питӗ те ӑста. Уотсон мисшӑн та тӑрӑшмалла — ҫапла ӑнлантӑм эпӗ. — Эсир хӑратӑр-и, Саша? Эпӗ ӑна сывлӑш ҫавӑрма хӑраса итлерӗм, вӑл мӗн каланине лайӑх ӑнланмарӑм пулин те, ӑна пӗтӗмпех ӗнентӗм. — Ӑҫта каятӑн эсӗ? — ыйтрӑм эпӗ аттерен. Сасартӑк вӑрҫӑ тухсан? — Тӗрӗс танлаштарса каларӑн, ачам. Унтан эпӗ хам ҫырнӑ сӑвва ҫывӑрмалли пӳлӗмре сасӑпа туйӑмлӑн, алӑсемпе сулкаласа вуласа тухрӑм. — Эпӗ саншӑн нихӑҫан та юлташран ытла никам та пулма пултарайман пирки мар-ши хӗрхенмелле, Рита? — Нимӗн те мар, — терӗ вӑл, эпир алӑка хупнӑ хупманах. Икӗ клиросӗ ҫинче те хуллен кӑна арҫын ачасем юрлаҫҫӗ: Христос вилӗмӗнчен чӗрӗлнӗ… Чубӑн кумӗ, аяккарах кайнӑ та вӑрӑм аттипе каллӗ те маллӗ уткаласа, ҫул шыраса ҫӳрет. Ҫӳресен-ҫӳресен, юлашкинчен вӑл тӳрех хупах тӗлне пырса тухрӗ. Хамӑр пурӑнакан Ҫӗр хӑшпӗр чухне хӑйӗн ҫулӗ ҫинче пит йышлӑ пӗчӗк чулсемпе тусан пӗрчисене — метеор юхӑмне тӗл пулать. Аркадий Павлычӑн дворовӑй ҫыннисем, чӑнах та ӗнтӗ, темӗн куҫ айӗн пӑхкалаҫҫӗ — анчах та пирӗн Руҫре салхуллӑ ҫынна ытлашши ҫывӑрнӑ ҫынран уйӑраймӑн. — Христос кӑмӑлӗпе ҫирӗп пулман. — Эпир ӑна ӑнланатпӑр-ха, юлташ. — Маттур эс, Джек! — мухтарӗ Уэлдон миссис. Тӳпенелле пӑхнӑ май мӗн авалтанпах ҫын пуҫне тӗрлӗ-тӗрлӗ шухӑш ҫавӑрнӑ. Анчах та — кӑра ҫиллӗскер; Наталья унпа килӗштерсе пурӑнаймӗ. Апла пулсан, вӑл суранлӑ, ӑна нумаях та пулмасть ҫеҫ суранлатнӑ. Геркулеса «вӑй хума» ыйтни ытлашширех пулчӗ: хушнине итлесе, улӑп парӑса пӗтӗм вӑйран туртрӗ, чутах татса пӑрахатчӗ. Эпӗ, тӑвансем, велосипедпа та ярӑнма хӑтланса пӑхнӑ. — Вӑл рубеж еннелле пуҫне сулса кӑтартрӗ. Хӑшпӗр чиркӳ писателӗсем ӑна ҫапла ӗнентернӗ: — Ангелсем тӳпере ҫутатакан япаласене хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӗклеҫҫӗ, хресченсем тырӑ миххине армана йӑтса кайнӑ пек йӑтса ҫӳреҫҫӗ. Мӗн пулнине Андрей ниепле те ӑнланса илеймерӗ. «Ӑҫталла эс, Вакула?» кӑшкӑрчӗҫ йӗкӗтсем, вӑл чупнине кура. Алексей савӑнӑҫлӑ кӑшкӑрса ямасӑр чӑтса тӑрайман. Ну, кӗркуннеччен юманлӑхрах пурӑнӑп-ха, ҫӗр шӑнтма пуҫласан, вара Кубань еннелле е тата урӑх ҫӗрелле ҫул тытӑп. Вӑл ҫиме пуҫларӗ. Ҫӳхе, шурӑ платье тӑхӑннӑскер, вӑл хӑй те шурӑрах та ҫӑмӑлрах курӑннӑ: унӑн ӳчӗ хӗвелпе хуралман, хӑй сыхланма ӗлкӗрейменнипе шӑрӑх кӑна унӑн питҫӑмартийӗсене хӑлха патне ҫитиех кӑшт хӗретсе янӑ, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвне лӑпкӑ юлхавлӑх юхса кӗрсе сарӑлнӑ, унӑн лайӑх куҫӗсенче тӗлӗрекен тунсӑхлу палӑрса тӑнӑ. Киле час таврӑнмарӗ, каҫхи апата лариччен Джим ятлӑ негр ачине ыран валли вутӑ татса пама ҫеҫ, тӗрӗссипе каласан, хӑй мӗн хӑтланса ҫӳрени ҫинчен каласа пама ҫеҫ ӗлкӗрче вӑл. Шпулькӑ пушансанах ҫаврӑнса тӑракан йӗкене вӑл сулахай аллипе чарать те ҫав самантрах шуса пыракан ҫип вӗҫне икӗ пӳрнипе ярса тытать. «Ҫӗр айӗнчи ҫулпа». Чим-ха, юрать, ак тинех аса илтӗм, ак ил-ха Кандов ҫырӑвне, вӑл ӑна апрелӗн вун тӑххӑрмӗшӗнче Рада хыҫҫӑнах Клисурӑна кайнӑ кун ҫырнӑ пулнӑ. — Ман шутпа, вӑл старик хӑравҫӑ пулнӑ. Ун чухне унӑн погонӗ ҫинче вӑл подхорунжий пулнине пӗлтерекен тӑрӑхла шурӑ йӑрӑм пулнӑ; тата вӑл виҫӗ казак-калмӑкпа пӗрле чугун ҫул ҫинче депора ӗҫлекен арестленӗ рабочисене Аштымов патне допроса хӑваласа кайнине те курнӑ… Пиле персе пӑрахма пулать. Петр Андреич суранланни ҫинчен эпӗ сире, вырӑнсӑр хӑратса пӑрахас мар тесе, нимӗн те ҫырмарӑм. Ахаль те авӑ барыня, пирӗн матушка Авдотья Васильевна, хуйхӑпа чирлесе ураран ӳкрӗ, тетӗр, эпӗ уншӑн турра кӗлтӑватӑп. Йывӑҫ турачӗсен хушшисенче ҫил ҫеҫ кашлать. «Астронома лартӑр!» терӗ хаваслӑн Полутыкин господин. Марко, сӑмаха тепӗр енне пӑрасшӑн пулса, ачисем енне ҫаврӑнчӗ. Санин пӗр стакан лимонад ӗҫрӗ, Джемма каллех Мальца вулама пуҫларӗ — ӗҫ каллех ӗнтӗ пыл та ҫу пулса тӑчӗ. — Эпӗ нихҫан та курман ӑна. Хӑна пӳлӗмӗпе зал майӗпенех хӑнасемпе тулчӗҫ; вӗсем шутӗнче, ачасен вечерӗнче ялан пулнӑ пекех, темиҫе пысӑк ача та пур, хӑйсене вӗсем кил хуҫи арӑмӗн кӑмӑлне хӑварас мар тесе ҫеҫ ташласа савӑнма килнӗ пек тытаҫҫӗ. Каллех акӑ кӳлӗ тухса тӑрать ман умма — ҫав кӳлех, ҫав ӗлӗкхи пурнӑҫӑн асилевӗсене вӑратакан ир сӑнарӗнчех тухса тӑрать вӑл. — Илсе чик, пӗр-пӗр чухӑн ҫынна раштав тӗлне ҫу илме парӑн. — Тимур клеенка хупӑллӑ тетрадьне уҫса пӑхрӗ. Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ. — Пуҫларӗҫ ӗнтӗ ӑҫтан килчӗ унтан тупӑннӑ ҫынсене пуҫтарса колхоза кӗртме! — тарӑхса кайрӗ Макар. Давыдов Гаева колхоза илме шухӑшлать тенине илтсен. Кунтан тухсан кӑмӑла килмелли картина курӑнса кайрӗ: аслӑ пӳртре туллиех халӑх. Анчах унта мана картинине мӗнле ӳкерни мар, картинӑна пуля ҫине пуля лартса икӗ тӗлтен шӑтарни тӗлӗнтерчӗ. — Мӗнле рольте вылятӑн? Эпӗ хама апат хатӗрлеме лайӑх пӗлекен ҫын пек кӑтартрӑм. — Вӗсем пирӗн пурӑнӑҫшӑн, пирӗн ӗҫшӗн нимен шухӑшласа тӑмасӑр хӑйсен пурӑнӑҫӗсене пачӗҫ… Михайло Антоныч! Тинех ӗнтӗ вӗсем ҫав иртнӗ вӑхӑтшӑн алхасӗҫ, ӗҫсе супӗҫ. «Ҫавна шута илсе, ҫакӑн пек приказ паратӑп сана: халех ывӑлна, Левко Макогоненкӑна, авлантар, хӑвӑр ялти козачкӑна, Ганна Петрыченковӑна илтӗр вӑл, унсӑр пуҫне мӗн ҫул ҫинчи кӗперсене юсамалла, ял ҫыннисен лашисене, хама пӗлтермесӗр, судри паничсене те ан панӑ пултӑр, хысна палатинчен килнӗ пулсан та памалла мар. Ун шучӗпе чире кайнӑ амӑшне нумай ҫиме юраман та. Эпӗ ӑна япалисене хумашкӑн та пулӑшрӑм. Мӗне пӗлтереҫҫӗ кусем? Унтан пӗр утӑм каялла чакрӗ те шӑхӑракан сасӑпа юрланӑ пек:— А-а-ах, анчӑк! Амӑшӗ Павелпа, ыттисем пекех, — тум ҫинчен, сывлӑх ҫинчен калаҫрӗ, анчах унӑн кӑкӑрӗнче Саша ҫинчен, хӑй ҫинчен, Павел ҫинчен вуншар ыйтусем тухасшӑн ӗретленсе тӑчӗҫ. Мӗнле, пирӗн рота пӗтӗмӗшпе те ҫакӑ ҫеҫ-и? — Мӗн эсӗ пӗрмай хӗр ҫурататӑн, мӗн тумалла вӗсемпе? — мӑкӑртатрӗ хуняшшӗ, Наталья иккӗмӗшне ҫуратсан. Ӑна суд штрафларӗ тата тыррине те туртса илчӗҫ — хушса хучӗ Разметнов, чӑрсӑр куҫӗсене ялкӑштарса Любишкин ҫине пӑхнӑ май. Калаҫасса та вӑл ҫавӑн пекех сахал, ҫынна кӑмӑл тӑвасшӑн кӑна, шухӑша яракан сӑмахсемпе кӑштах мӑнкӑмӑлланса тата яланах темӗн ҫинчен асӑрхаттарса калаҫнӑ:— Эпӗ татах та нумай пӗлетӗп; эпӗ куна ҫеҫ мар калама пултаратӑп, — тенӗ вӑл. Хӑй мана Володя ҫинчен калаҫма тытӑнсан пӳлнӗ пек пӳлмелле марччӗ-ха ӑна манӑн. Хулари ҫынсем чӑнласах ҫапла шутланине Яков пӗлнӗ: Артамоновсем курпуна ашшӗнчен юлакан пурлӑхӑн ӑна тивӗҫлӗ пайӗпе усӑ курасшӑн монастыре пытарнӑ, тенӗ вӗсем. Лушка темиҫе кун каялла Шырланпуҫпа тата хӑйшӗн тӑван та ҫывӑх вырӑнсемпе сывпуллашса тухса кайнине пӗлмен Давыдов тӗлӗнсе ӳкрӗ, ӗненмерӗ. — Пулма пултараймасть ку! — терӗ вӑл. Ун куҫне умлӑн-хыҫлӑн вӗлтлетсе иртекен салтаксем курӑнса кайнӑ пек пулчӗҫ — вара вӑл вӗсене ним ӑнланмасӑр-тумасӑрах шутлама тытӑнчӗ: «пӗр салтак, иккӗ, виҫӗ салтак, акӑ тата шинель аркисене ҫӳлелле тавӑрса ҫыхнӑ офицер», шухӑшласа илчӗ вӑл; унтан вара ун куҫне ҫиҫӗм йӑлтлатса илни курӑнчӗ, вӑл вара, кӑна мӗнпе пӗреҫҫӗ-ши, мортира-ши ку, тупӑ-ши? тесе шухӑшласа илчӗ. Ҫапах та ку вӗҫӗ марччӗ пуль-ха, Николай Антоныч тытамак тытнипе ӑптраса чӑнласах темиҫе кун хушши вырӑнпа выртнӑ та чӗрӗлсе ҫитнӗ. Тирпейлӗ пӳлӗмре тӗксӗмрех, шӑп тата сулхӑн. Айккине пӑрӑнса залӑна каймастех-ши? Ан тивӗр ҫав тӗлӗнтерекен ҫынна. Шӑлӗсем унӑн сив чир тытнӑ чухнехи пек шаклатаҫҫӗ. Гаррис кулса ячӗ. Каҫсеренех, вӗҫмелле мар кунсенче, иртен пуҫласах эпӗ, аллӑма лупа тытса, сӗтел хушшинче ларатӑп. Ҫапла ӗнтӗ аран-аран кӑна пулӑҫӑ вӑлти майлӑ курӑнакан саспаллисем пӗрре ҫирӗп пулма хушакан, тепре шанчӑка кӑтартакан сӑмахсем пулма пуҫлаҫҫӗ. — Ӑшӑнма кӗмӗр-и, тусӑм? — терӗ ҫемҫе саса. Хумханнипе кӑвакарса кайнӑ Заливанов банк тытать. — Пуринчен малтан вӗсене шыв парас пулать, шыва кӑшт ром хушӑр. — Вӑхӑтран вӑхӑта ӑс-тӑн килсе кӗрет те вӑл йынӑшать, унтан каллех манса каять. Ҫапах та каталога ҫӗршер пин ҫӑлтӑр кӗртнӗ. — Ӑнланчӗ-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Е эсӗ пример кӑтартни начар япала тетӗн-и? Пӗр ватӑ инвалид сӗтел ҫине ларнӑ та симӗс мундирӑн чавсине кӑвак саплӑкпа сапласа ларать. Ӑна пурте хисеплеҫҫӗ, пурте пӗлеҫҫӗ, тата Воропаева та шел. Кунта, ҫак вокзалра, ҫӗршер эшелон киле-киле, тӗрлӗ еннелле тухса каяҫҫӗ. Ҫавна тума сӗнетӗп те ӗнтӗ эпӗ. Назар, чуптар, чихирь илсе кил. Аристотель ҫапла йӗрке туса вӗрентнинчен ним чухлӗ те кулма кирлӗ мар: вӑл хӑй вӑхӑтӗнче пысӑк ӗҫ тунӑ — тӗнче пулнӑ ҫӗрте турӑсен ӗҫӗ ҫук, тенӗ вӑл, турра ӗненес тӗшмӗшлӗхе ҫапса аркатнӑ. Эпӗ паян яла кайса килтӗм, пӗлетӗн пуль, тифлӑ мужике илсе килнӗ яла. Грушницкирен кӗвӗҫнипе-и? Эпӗ вӗсене нумайччен пӑхса тӑтӑм, вӗсем ҫӗр каҫмаллӑхах савӑнӑҫ янтӑласа хунине ӑнланса илсессӗн, аяккалла пӑрахса утрӑм. — Том, эс… эсӗ чипер ӑслах мар! Юлашкинчен вӑл ҫыран патне ишсе пычӗ, анчах тумланиччен малтан аллисемпе Артона ярса тытрӗ те, унпа пӗрле тинӗселле кӗрсе, ӑна инҫете шыв ҫине ывӑтрӗ. Вӑл пӗррехинче манпа пӗрле Нескучнӑй садӗнче уҫӑлса ҫӳрерӗ, мана тӗрлӗ курӑксен ячӗсемпе вӗсен кашнин хӑйне евӗр уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫав хушӑрах сасартӑк хӑйне ҫамкаран ҫапса, кӑшкӑрса ячӗ: «Эпӗ, ухмах, ӑна кокетка пулӗ тесе шутласаттӑм! Эсӗ пысӑк савӑтран та сахалах ӗҫмен ӗнтӗ. Мӗн тума кирлӗ-ха ҫав? Пичӗ унӑн ҫиллес сӑнлӑ пулнӑ, тутисем ҫирӗппӗн хупӑнса тӑнӑ, анчах куҫӗсене вӑл ҫӗклемен, ҫавӑнпа та вӗсем мӗнлине Фома асӑрхайман. — Эпӗ, Кондрашка, пӗртен-пӗр ӗнене кӑна шеллетӗп. Мӗншӗн йӗретӗп-ха тата? «Эсӗ, улпут, ӗнер пирӗн улпутсем патӗнче пултӑн-и? — тесе ыйтнӑ вӑл Алексейрен, ӑна курсанах, — сана хӗрӗ мӗнле пек туйӑнчӗ?» — тенӗ. Пӳртрен аяккалларах уйӑрӑлса кайнӑҫемӗн йӗри-тавра пушшех тискер, пурте вилсе пӗтнӗ пек туйӑнса каять. Анчах, апла пулсан, мӗншӗн-ха чугун хапхасене уҫса хунӑ, тата мӗн-ха ҫавсем, хапхасем умӗнче катмар шапасем пек ларакан икӗ япала? Пусма тӑрӑх ансан малалла, ҫатан карта ҫумӗпе, сӗлкӗшлӗ юрпа пылчӑка ашса такӑрлатнӑ сукмак тӑсӑлать. Сӑн-пит те хӗрелми пулать акӑ, сӑнран пӑхма ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек пулатӑп, вӑл вӑхӑталла ӗнтӗ пысӑках мар усси ҫитӗнет, — вӑл тути хӗррисене тин ҫеҫ шӑтма пуҫланӑ мамӑк пек ҫемҫе тӗксене чӗпӗтсе пӑхрӗ. Наполеон вырӑнӗнче, паллах ӗнтӗ, Панталеоне пулчӗ, ӑна вӑл питӗ тӗрӗс туса кӑтартрӗ: аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗ хучӗ, виҫ кӗтеслӗ шлемне куҫӗсем ҫине антарса лартрӗ — хӑй хаяррӑн та хыттӑн французла каларӗ, анчах, турӑҫӑм! мӗнле француз чӗлхипе калаҫрӗ-ха вӑл! Лазаретран тухнӑ хыҫҫӑн малтан Павел Бурановскисем патӗнче пурӑнчӗ. — Нагульнова сӑмах парар. Назарка чакрӗ, анчах Лукашка, куҫӗсене хӗссе, пуҫне тата сарлака ҫурӑмне ҫеҫ пӑрчӗ, хӑй вырӑнтан та хускалмарӗ. Секретарь пуҫне ярса тытрӗ, пӗр самант хушши нимӗн чӗнмесӗр ларчӗ, вара урӑх сасӑпа ҫапла каларӗ: — Каях, планна Райполеводсоюзра кӑтарт, кайран столовӑйне кайса кӑнтӑрлахи апат ҫи, унта апата ӗлкӗреймесен, ман пата хваттере кай, арӑм ҫитерсе ярӗ сана. Сасартӑк вӑл чарӑнса тӑчӗ те хӑйне хӑй ҫапла каларӗ:— Ҫавӑ лӑп ҫакӑнта пулнӑччӗ те… Уҫӑ кӑмӑллӑ Марта хӑйӗн чӑланӗнчи мӗнпур апат-ҫимӗҫсене ӗнерех пӗтернӗ; килте нимӗнле ҫимелли япала та юлман. Пидорка хӑйӗн Петруҫӗпе савӑшса тӑнӑ вырӑнта тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах хӗрлӗ атӑ кӗли йӗррисем палӑраҫҫӗ. Анчах хам ҫывхарнӑҫемӗн ҫак хускалми чеченлӗх мана пӑшӑрхантара пуҫларӗ. Панталеоне, Панталеоне, тухтӑр килет-и? — сасартӑк ыйтрӗ хӗр италилле, — кайрӑн-и эс доктор патне? Лушка, юриех йӑвашшӑн курӑнма тӑрӑшса, ҫӗрелле пӑхрӗ, анчах тута кӗтессинче тытса чарма ҫук кулӑ выляса тӑрать. Ун пек ответ шӑпах унтан кӑна кӗтме пулать. — «Тытаканни». Эпӗ ӑна: «Пайсӑрах, тавтапуҫшӑн», — тетӗп. Сӑмахран, Италие вӑл хӑйӗн кӗсйисене ҫаратакан вӑррӑн хулпуҫҫийӗ ҫине пуҫне хурса куҫҫуль тӑкакан пьянцӑпа танлаштарнӑ пая епле аван ҫырнӑ. Акӑ Сатурнӑн унки мӗнле сарлака иккен. Ытти ехусене вӗсем уй-хирсене хӑваласа яраҫҫӗ, кунта ехусем тӗрлӗ тымарсем шыраҫҫӗ, пур курӑксене те ҫиеҫҫӗ, вилнӗ чӗрчунсен шӑршланнӑ какайне тупса тӑранаҫҫӗ, хӑш чухне вӗсем пӑсарасемпе люхимухсем (хирти йӗкехӳресем) тытаҫҫӗ. Йывӑҫсем те курӑнма пуҫларӗҫ, вӗсен тӑррисене сасартӑк вӑйлӑ та уҫӑ ҫил силлесе иртрӗ те, вӑрман сасартӑках чӗрӗлчӗ, тулли саслӑн та янравлӑн шавлама тытӑнчӗ. Анчах хӑранипе тытӑнкаласа та пӑтранса, ҫапах арӑмӗнчен мӗн илтнине ним пытармасӑр каласа парсан, Половцев кӑшт кулса ҫеҫ илчӗ. Унтан тыткӑнлакан сунарӑн пӗр вак-тӗвекне те сиктермесӗр пӑхма пурте карап сӑмсине куҫрӗҫ. — Ҫук, — хуравларӗ хайхи ҫын. Эпир Персири йышши диван ҫинче ларатпӑр. Лось кимӗ хӗрринчен пӳрнисемпе хыттӑн ярса тытрӗ те йывӑррӑн сывласа кӑларчӗ. Хӑнасем вӑл мӗн тӑвас тенине пурне те кӑмӑл тӑраниччен туса ҫитернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ сержант вӗсем мӗн пирки ун патне килсе хисеп туни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Самантпа усӑ курма кирлӗ, мӗн кирлине халех ӑнлантарса пама тытӑнмалла. — Мӗншӗн? Тепӗр икӗ-виҫӗ минутран ачасем именми пулчӗҫ, вӑйӑсӑр пуҫне, ҫӗр ҫинче мӗн пуррине пурне те манса кайрӗҫ. Атте ун ҫине сиввӗн пӑхрӗ, анне шӑпланчӗ. Канӑҫсӑр ҫӗр каҫни Кӗтмен ҫӗртен ӗнтӗ пӑч-пӑч чӑпар мустанга тытнине пӗлсен, ватӑ сунарҫӑн кӑмӑлӗ питӗ ҫӗкленсе кайнӑ. Ҫав тери пысӑк айӑпшӑн вӑл каторгӑра пулнӑ, халӗ ӗнтӗ хӑйӗн ҫылӑхне турра кӗлтуса каҫарма тӑрӑшать. Пур еннелле те шултра та вӗри хӗмсем сирпӗнсе кайрӗҫ. Эпӗ тӑвансем ҫинчен каласа панине вӑл хурлӑхлӑ сӑнпа тӑнларӗ, мана итленӗ май, унӑн куҫӗ умне иртсе кайнӑ ырӑ вӑхӑтсем туха-туха тӑчӗҫ пулас. Мӗншӗн тесен пурте вӗренме тытӑнсан, ҫӗр ҫинче сутӑ тӑвакан та, тырӑ акакан та юлмасть. Вӑл сасартӑк таврари ҫынсем ҫине хаваслӑрах пӑхма тытӑнчӗ. Анчах вӑл ӑслӑ, ҫине тӑма пӗлекен ҫын, кирек епле ӗҫе те пултарать. Хуҫи те, хваттершӗн укҫа илме килсен, Оленин пуян тата уҫӑ кӑмӑллӑ иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн, ӑна хӑй патне чӗнчӗ. Урӑххине тӑхӑнас пулать. Ха-ха-ха! Койот! Унтан старик мана ухтарса пӑхма шутларӗ. «Куншӑн кӳренме кирлӗ мар, тӗрӗслесе ҫеҫ пӑхатпӑр, сан ҫумра хӗҫ-пӑшал ҫук-и», — тет. Маякин ҫине иккӗллӗн пӑхасси Фоман ҫирӗпленсех пынӑ. Кунта, паллах, чӗре хушни пач та ҫук ӗнтӗ, ку вӑл пӗтӗмпе те чуралӑхпа пусмӑрлӑх ӗмӗрсем хушши хистесе хӑнӑхтарнӑ чи йӗксӗкле йӑла ҫеҫ. — П-пӗтӗм рота п-пӗр ҫын пек п-пырать — ать! ать! ать! — калаҫрӗ Слива, тӑснӑ ал лаппине тикӗссӗн ҫӗкле-ҫӗкле те антара-антара, — ҫакскер пӗри вара, кулӑшӑнах тейӗн — о! о! — шӑп та шай леш качака таки пекех. «Ҫӗр червонец памастӑн пулсан халех кӑшкӑратӑп!» Егорушкӑна тӳсмелле мар пӑчӑ тата выртма мелсӗр пек пулса тӑчӗ. Вӑл тӑчӗ, тумланчӗ, вара пӳртрен тухрӗ. Пулӑшу вӑйӗ ҫитрӗ. Техас ҫыннисем ӑна буйвол пулнӑ пуль, терӗҫ, анчах йӗкӗт ӗненмерӗ. Вӑл чӑнах та курнӑ, эпӗ курнӑ пекех. Ӑна пӗр енчен пушар ҫути, тепӗр енчен уйӑх ҫути ҫутатать. Пирӗн ҫӗршыври паллӑ класс ҫыннисем, илемлӗ юратаканнисем, хӑйсен юратӑвӗ ҫинчен пурне те каласа кӑтартаҫҫӗ ҫеҫ мар, ун ҫинчен кирек епле пулсан та французла калаҫҫӗ. Вӑл, ҫавӑн пекех, декрета пичетленӗ плакат айне: кунта асӑннӑ пӑлхавҫа пулӑшакана тата ун хутне кӗрекенсене персе пӑрахатпӑр тесе ҫырнӑ темиҫе йӗркене тата ун айне: «экспедици отрячӗн командующийӗ Говэн» тесе алӑ пуснине те вуласа пачӗ. — Эпӗ ҫакӑн пек тӗл перекен ачана курман-ха, — тенӗ вӑл. Унӑн куҫӗсем ялан хӑй чӗлхи ҫавӑрса калайми япала ҫинчен калас килнӗ пек пӑхаҫҫӗ. Тӑм татӑкӗсем питӗ хытӑ та тикӗс мар пулнӑ. Маша, пыр аҫу патне, — терӗ. Решеткене часрах касса татӑр та икӗ сехетпе виҫӗ сехет хушшинче ҫӗр айӗнчи ҫулпа тухӑр. Мана Кӑнтӑр океанӗнчи утравсем ҫинче пурӑнакан индеецсемпе суту-илӳ тума, ҫак широтара тӗл пулакан никам пӗлмен утравсем ҫинчи облаҫсене тӗпчесе пӗлме хушрӗҫ. «Шӑв-шав лӑпланса ҫитмесӗр килмест ӗнтӗ», — теҫҫӗ ун пирки кунта. — Вырӑсла калатӑп сана — библиотека пулать, — хуратас точкӑна! — Лармарӗ-ха вӑл. Шалый тимӗрҫ лаҫҫине кӗчӗ, чӗр ҫиттине хӑрӑмланса пӗтнипе хуралнӑ верстак ҫине пӑрахса, Давыдова кӗскен: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те килнелле утма пуҫларӗ. Эпӗ вара тухса каяттӑм та, ҫак юрату ытла та кӗнекесем ҫинче ҫырса кӑтартакан юрату пек марри ҫинчен шухӑшлаттӑм… Ку ватӑ мар, пӗр хӗрӗх ҫулсенче. Кӑмакара вут йӑлкӑшса ҫунать. Килни Половцева ыталарӗ, Лятьевскине сулахай аллипе ҫеҫ пӑчӑртаса каларӗ: — Ларма сӗнетӗп, офицер господасем. Мересьев сылтӑм енчен, ҫӳлтен, Чесловпа вӑл ертсе пыракан лётчик тӑшмансен стройӗн флангӗ ҫинелле, яклака пӑрлӑ ту ҫинчен ыткӑнса аннӑ пек, ярӑнса аннине курчӗ. Час-часах стариксемпе карчӑксем никончченхи вӑхӑтсенче авал пичетленӗ кӗнекесене сутма илсе пыратчӗҫ е ҫавӑн пек кӗнекесен спискисене, Иртизпа Керженец тӑрӑхӗнчи скитницӑсене хитрен ҫырнӑ кӗнекине илсе пыратчӗҫ; Инсаров ун ҫумне вырнаҫрӗ. Хӗрсемпе каччӑсем пурте хӑйсен тусӗсемпе крыльцасем умӗнче, садсенче, е урамра, ҫурт-йӗр валли турттарса купаланӑ пӗренесем ҫинче, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн пухӑнса лараҫҫӗ. — Аван-и тинӗс? — ыйтрӗ Челкаш. — Давыдовпа калаҫмалли пур, — каллех тӳрех каламарӗ килнӗ ҫын. Сирӗн, ӗҫӗре пула, юнӑрсем тутӑхса ларнӑ, сирӗн пеккисене юратиччен юпана юрат! Эпӗ ирӗксӗрех ҫав алӑсем ҫине куҫ ывӑтрӑм: вӗсем ӗҫе пула хытса кушӑрханӑ та хуралса ларнӑ, хӑйсем пысӑках мар, анчах ҫав тери илемлӗ кӳлепеллӗ, ҫавӑнпа вӗсене ачашлӑхра ӳснӗ нумай-нумай хӗр тенешкелех ӑмсаннӑ пулӗччӗ. Вӑл юлашки улӑма ҫуна тӑрӑх тикӗслесе пӑрахнӑ, хӑй аякки тӗлне хулӑмрах сарнӑ, унтан аллисене ҫанӑсем ӑшне чиксе, пуҫне ҫуна пуҫнелле хунӑ та кӗтессе кӗрсе выртнӑ. Ҫав шыва мӗнле майлӑ та пулин тупса кӑларасси ҫинчен шухӑшласа, эпӗ малтанхи вӑхӑтра аптӑранипе нимӗн те тума пӗлмерӗм. Питҫӑмартийӗсем унӑн хӗрелсе каятчӗҫ, куҫӗсем чечек пек ҫутӑлатчӗҫ. Ҫапла ҫав, Еленӑпа Яков Ильяран кичемрех, тӗксӗмрех, — ҫакна Артамонов ытларах та ытларах асӑрхарӗ. Анчах эпӗ тархаслани кӑлӑхах пулчӗ: матроссем мана ҫыхса кимӗ ҫине пӑрахрӗҫ, унтан карап ҫине илсе кайса капитан каютине илсе кӗчӗҫ. — Ан турт, шуйттан пуҫӗ! — сӗрекене кирлӗ пек шутарма тӑрӑшса кӑшкӑрать Дымов. Вӑл тутисене пӑчӑртаса, шӑппӑн кӑна кӗтессе кӗрсе ларатчӗ, анчах кӑштах вӑхӑт иртсен унӑн ҫӑварӗ тӗлӗнсе уҫӑлатчӗ, куҫӗсем хӑранӑ пек чарӑлатчӗҫ. Паллах ӗнтӗ, Саньӑпа танлаштарсан, шавламасӑр тӳсесси маншӑн ҫӑмӑлрах. Тӗрӗк сунарҫисен икӗ виллине тупнӑ тенӗ хыпар ҫавӑнти ҫурма хурахсен йӑвисене паянах ҫиҫӗм пек ҫитнӗ ӗнтӗ. Художник ӑна ҫын питне шӑпах ҫак хура тӗлсемпе сарӑ вырӑнсем илемлетни ҫинчен, вӗсем портрет ҫинче лайӑх курӑнасси ҫинчен каласа ӑнлантарасшӑн пулчӗ. Павелпа Андрей каҫ-каҫ питӗ сахал ҫывӑраҫҫӗ, киле фабрика гудокӗ кӑшкӑртас умӗн тин ывӑнса, хӑйӑлтатакан пулса, шурса кайса таврӑнаҫҫӗ. — Ултав кирлӗ мар мана, — ҫаплах хашкама чарӑнаймасӑр, васкаса калаҫрӗ Шурочка, — тепӗр тесен, ҫук, эпӗ ултавран ҫӳллӗрех, анчах хӑравҫӑлӑх та кирлӗ мар мана. Хыпаланса, йӑнӑшсем тукаласа та пулин, ҫав-ҫавах, юлашкинчен кашни рота тата ротӑри кашни боец хӑйсен вырӑнне йышӑнса, вырнаҫрӗҫ-вырнаҫрӗҫех. Утрав пуҫлӑхӗ мана хӑйӗн ҫуртӗнче ҫӗр каҫма ыйтрӗ. Казакла ӗҫес пулать». Вара чаплашка (пӗр сакӑр стакан кӗрекен йывӑҫ чашӑк) илсе эрех тултарчӗ те, пӗтӗмпе тенӗ пекех, ӗҫсе ячӗ. Вӑл ҫав тутӑра вӗҫӗмсӗр чуптуса, ӑна хӑй умӗнче чӗрӗ япалана тытнӑ пек тытса, ҫӗрӗпе ӗсӗклесе йӗнӗ. Юлашкинчен, ҫемҫе ҫул тӑрӑх кустӑрмасем шӑлтӑртатса пыни илтӗнсе кайрӗ. Пӗтӗмпех пушанса юлнӑ; пукансене, сӗтелсене, арчасене аркатса пӗтернӗ; савӑт-сапине ҫапса ҫӗмӗрнӗ; пӗтӗмпех тустарнӑ. Курнӑҫланасси мар халь манӑн; сире улталасси, хама улталасси… хаваслӑрах, анчах пӑхӑнманлӑх тесен… Сирӗнпе сӑмахланӑ хыҫҫӑн пит-куҫа та ҫӑвас пулать, ладан тӗтӗмӗпе те тӗтӗрӗнмелле». — Хам чӗрри ҫинчен эпӗ чаҫе ҫырма ӗлкӗрнине пӗлсе тӑнӑ пул, — терӗм эпӗ пӗр тикӗс сасӑпа. Йӗри-тавра снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ, пуҫӗ тӗлӗпе осколоксем шӑхӑрса иртеҫҫӗ, анчах вӑл, пӗр чарӑнмасӑр, сӑртран анаталла чупать те чупать. Вӗсем валли эпӗ уйӑхӗпех пӗчӗк радиоприемник пуҫтартӑм. Пӗчӗк вӑрманалла, шаларах кӗрсен, ҫултан инҫех те мар, йытӑ ҫӗмӗрчӗн тӗмисем хыҫӗнче, Андрей урапа кӑшкарне курчӗ, — ун ҫинче кантрапа явакласа пӗтернӗ хура пӳтек выртать. Кӑтартсам пире каллех хӑв питне, ҫутӑ тура. Пӗрре ҫапла, кӗтмен ҫӗртен ҫул ҫинче тӗл пулса, Тоня ӑна хӑйсем патне хӑнана чӗннӗ. Пуш хӑмпӑсем, фильтрланнӑ тӑмпайсем, пӑхӑр ҫамкасем, тӗрлӗ тӗслӗ попугайсем шантарма пӑхаҫҫӗ: дуэльре вӗлерни — вӗлерни мар-мӗн. Эпӗ ун планӗсене ӗҫе кӗртме пулӑшма килӗшменшӗн вӑл мана нихҫан та каҫарма пултарайман. Император мана хамах ҫакӑн ҫинчен государство совечӗн ларӑвӗнче сӑмахпа аякран тӗксе илсе систерчӗ. Йӗри-тавра тӑраканнисем те ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ. Ӑна пӗр сасӑпа тавӑрчӗҫ: нимӗн тӑхтаса тӑмасӑр океан хӗрринелле тапранса каймалла. — Каясси каймассине хам та пӗлместӗп. Акӑ ҫакӑн темшӗн сӑмси айӗ хура, табак сапнӑ-и вара вӑл? — Ну, эпӗ йӑтса каятӑп, эсир — ман хыҫҫӑн. Ну, малтан хӑшӗ пенӗ? Май килсе тухсанах, сирӗн тӑшман ҫӳҫсӗр тӑрса юлӗ, ҫавна шансах тӑрӑр. Ҫул пӗрмая пӗр евӗрлӗ тасалса пырать, вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ, ҫавӑнпа та ку ҫулҫӳрев ҫинчен тӗплӗн ҫырса пама та кирлӗ мар. Лашана тӑватӑ урипех таканлама укҫа кирлӗ-и? Крепӑҫре лӑпкӑ та тӗттӗм. Ӗлӗкхи те, ӗнерхи те мар вӑл, ҫӗнӗ ҫын, ҫӗнӗ Бояркин, пӗтӗмӗшпех ҫӗнӗ ун: сӑн-пичӗ те, чунӗ те… — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Пурте шӑпах ларнӑ. Мӗнле илемлӗн йӑлтӑртатса, чӗтренсе, пайӑркисене сапаламан вӗсем! Урӑх нимӗн те кирлӗ мар, падре! Хурисем унпа кӗрешӳ тӗллевӗпе, вӑрҫӑ хатӗрӗ пек усӑ кураҫҫӗ. — Ҫапла-ҫке, тӑванӑм, нимӗн тума та ҫук… — Атьӑр, чей ӗҫме каяр штолӗ? Паллах, Талькав малтан кайма та пултарать: ывӑнма пӗлмен Тауко ӑна пӗр самантрах ҫыран хӗррине илсе ҫитерчӗ. Сӑмах та ҫук, патагонец ун ҫинчен шутлать; анчах ҫавӑн пекех хӑйӗн тусӗсене те ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр пуш хирӗн варринче унӑн пӗччен пӑрахса хӑварасси килмест. — Нивушлӗ эсир чӑнах та ҫапла шухӑшлатӑр? — терӗ Нехлюдов, ман ҫине тинкерӳллӗн пӑхса. — Ырӑ тӑвас тенипе мар вӑл. Вельбот кӗҫех ҫаврӑнса ӳкетчӗ. Кит ҫапнипе ҫӗкленнӗ шыв хумӗ вельбота ҫурри таран путарчӗ. — Ӑҫта тетӗр-и? Елена шухӑша кайрӗ. Шульгович полковник, пускӑчӗсене кӗскетнипе ытла пехотӑлла курӑнатчӗ пулин те, лаша ҫинче тӑлпавлӑн, ҫирӗппӗн, унтан та ытла, мӑнаҫлӑн пекех, ларнӑччӗ. Халь ак Евпаторири «Майнак» санаторие путёвка илтӗм. Акӑ сире Питер Уилксӑн тата тепӗр икӗ тӑванӗ! Эпир аяккалла кайма ӗлкӗриччен вӗсем унта сиксе тухаҫҫӗ те ҫавӑнтах пирӗн ҫула пӳлсе илеҫҫӗ. — Унтан вара? Хӑш чухне ман хальхи регулировщик ача пулса тӑратчӗ, ырӑ та ҫутӑ куҫлӑ ачаччӗ, вӑл та пӗчӗк кантӑклӑ лутра пӳлӗмре хӑй вырӑнӗнчен ниҫта сикмесӗр мана пӑхса тӑратчӗ те хам пӗрре пулнӑ ҫӗрелле («Красные соколы» хаҫат кӑтартнӑ ҫӗрелле) ниепле майпа та ямастчӗ. Фелим ӑна аслӑк айне кӗртсе тӑраттӑр. — Усалтан пӑрӑн та ырӑ ӗҫ ту, — тенӗ пупӗ хӑй майрине, — пирӗн кунта юлма текех ӗҫ те ҫук. — Эпӗ пӗлтерӳ пичетлесшӗн… — Тӑхтӑр, пӑртак тӑхтама ыйтатӑп, — терӗ чиновник, сылтӑм аллипе хут ҫине паллӑ лартса тата сулахай аллипе умӗнче выртакан счетӑн икӗ шӑрҫине шутарса. Курӑк ҫиекен лашасем пек туйӑннӑ вӗсем ӑна; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ура чӗрнисемпе туп-туп! тутарни илтӗнсе кайнӑ. Виҫҫӗмӗш снарячӗ шӑхӑрса килнине никам та илтмерӗ. Хӑни пӳртри чи чаплӑ вырӑнта — кӗрекере ларать; вӑл лутрарах, мӑнтӑркка ҫын, пӗчӗкҫӗ куҫӗсем йӑл-йӑл кулаҫҫӗ, хӑйӗн кӗске чӗлӗмне турта-турта киленсе ларать тейӗн ӑна. — Ара, ара. Эсир тӗрӗс калатӑр, мистер Кольхаун. — Намӑс вӑл, савнӑ ҫыннӑм, тӗтӗм мар, куҫа кӗмест, эпӗ хамӑн мӗнпур пурнӑҫа намӑсланса ирттертӗм, анчах мӗн усси? Унта эпир заступ аврине тата темиҫе ещӗк хӑмисене куртӑмӑр. — Вӑтӑр ҫиччӗ те иккӗ… Хыҫалтан темиҫе повозка тата санитар урапи чӗриклеткелесе, йывӑҫ тымарӗсене перӗне-перӗне халтӑртаткаласа пынӑ. Хӑш-пӗр ҫынсем, хӑйсен вӑйне тивӗҫлӗн шайласа илеймесӗр, пултарайман ӗҫе — пултаратпӑр, теҫҫӗ, — нумайӑшӗн инкекӗ ҫакӑнта… — Барыньӑсем-и? — куҫне хӗскелесе ыйтнӑ старик. Мамӑк тиртен, сӑран шлемран Лося Аэлитӑн хавхаллӑ, хумханчӑк куҫӗсем тӗсеҫҫӗ. Ҫакӑншӑн ӑна тӗрмене лартнӑ. Аркадин чӗри пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех пӑчӑртанса пырать. — Ӑҫта вӑл халь? — чӑтаймасӑр ыйтрӗ Бойчо, Иванӑн шатраллӑ пит-куҫӗ ырӑ сӑмах калассӑн ҫуталасса кӗтсе. Старик, савӑнӑҫ киленӗвӗпе чӗтресе, Фома умӗнче ташланӑ пек тӑнӑ. Эпӗ мансах кайнӑ: тивлетлӗ пулма тупа туни тата ытти ҫавнашкал япаласем… Пуринчен ытларах Павел ҫынсен куҫӗ умӗнче «пӗр пуслӑх шурлӑх» пирки пулса иртнӗ истори хыҫҫӑн ҫӗкленчӗ. Ачасем Ачасем патӗнче ӗҫсем малалла мӗнле пулса иртнине пӑс витӗр курнӑ пек кӑна кӑштах аса илетӗп. Айртон Мэрине те, Роберта та питӗ аван пӗлет. — Ман сӑмахсене эсир чӗре патнех ҫывӑх илни, сирӗн преосвященство, мана к-кулӑшла пек туйӑнчӗ. Вут пек ҫунса тӑракан кӗрӗн сукнаран ҫӗленӗ козак тумӗ ҫийӗнчен тӗрлесе пӗтернӗ пиҫиххи ҫыхрӗҫ; туроксен шӑратса тунӑ пистолечӗсене пиҫиххи хушшине пӗрсе чикнӗ; хӗҫҫисем урана перӗнсе тӑнӑ. Санӑн колхозра пулмалла. Тинӗс курӑнми пулчӗ, анчах ӑна инҫетре тӑракан пушӑ вырӑнтан тата мӗнпур ҫирӗп йӗрсен путӑкӗпе туйса илме пулать; ҫав йӗрсене этем яланах курма хӑнӑхнӑ та, — вӗсен хушшинче хӑйне питӗ тӳлек туять. Тинӗс тӗтреллӗ пушӑ вырӑн пек туйӑнать, халӗ вӑл тӳпе пекех инҫе; мӗнпур сасӑсем, мӗнпур пӗлӗтсем, мӗнпур ҫӑлтӑрсем унта ӳкеҫҫӗ те курӑнми пулаҫҫӗ, ҫухалаҫҫӗ. — Ҫӑкӑра, шыва, тумтире — йышӑнатӑн-и? Кайран? — Турӑҫӑм, мӗн куратӑп эпӗ! — кӑшкӑрса ячӗ энтомолог. — Ӑшӑхлӑхра эсӗ тӗмсем курмарӑн-и? Мана вӑратиччен, эсӗ унпа кӑмӑл туличченех калаҫса лартӑн пулмалла? — Каллех виҫҫӗмӗш взвод ҫӑвара карса юлнӑ, ирхи сводкӑра вӑл-ку ҫинчен ним те шарламан. Тата пурин ҫинче те кунта темле ҫиекен, вӗчӗрхентерекен кичемлӗх тӑратчӗ. Вула-ха, сержант юлташ, тапак туртнӑ хушӑра! Акӑ хайхи Уйӑх аялалла аннӑҫемӗн анса пырать, юлашкинчен ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑна кӗрсе куҫран ҫухалать — тӳпе тӗксӗмленет, ҫӑлтӑрсем те йышлӑрах курӑна пуҫлаҫҫӗ, вӗсем тата ҫутӑрах йӑлтӑртатма тытӑнаҫҫӗ. — Шкулта занятисем текех пулмаҫҫӗ, — ҫакӑ чи малтанхи ҫӗнӗ хыпар пулать. Хӗресӗ чӑнах та чӑн хӗрес пекех илемлӗ тухрӗ. Ку вара вӗсене ҫунтармалли сӑмахчӗ. Ромашка — тӑрлавсӑр ҫын тӑрлавсӑр ҫынах ҫав — сасартӑк ҫӑварне уҫрӗ те сӑмах чӗнеймесӗр пӑхса тӑчӗ. Сылтӑм аллин пӳрнисем айӗнчен хӗлӗхсен тӗлӗнмелле уҫӑ сассисем пӑлхануллӑн ҫӗкленсе хӑпарчӗҫ те, хӑраса ӳкнӗ кайӑксем пек ярӑнса, хулӑн сасӑллӑ нотӑсен тӗксӗм фонӗ ҫинче кӗпӗрленсе вӗҫме тытӑнчӗҫ. — Ах! — терӗ тытӑнчӑклӑн Кольхаун. — Эпӗ хыҫҫӑн хӑваланипе хӗрсе кайнӑччӗ. Ку ыйтӑва хирӗҫ королӗн хӑвӑртрах мӗн те пулин тупса каламаллаччӗ — ав мӗнлерех шӑтӑк алтса хунӑ ӑна валли, такам та кӗрсе ӳкӗ! Анчах ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл Питер кӑкӑрӗ ҫинче мӗнле татуировка пулнине? — Дикран-и? — Мана — мӗн, сана кышланипе эпӗ хам хухас ҫук. Бей мана каҫхине чӗнсе илчӗ те куҫарса пама сӗнчӗ. Пире пысӑкрах мар, анчах та ҫав тери ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗ, пӗр метрлӑ йывӑҫ татӑкӗ кирлӗ. — Ну, мӗнле витевҫӗ пултӑр санран! Щукарь мучи санран лайӑхрах витет, — терӗ те, хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. — Кун пек ҫырӑва эпӗ ҫырмӑп! — тата сиввӗнрех каларӗ Уэлдон миссис. — Ҫук… акӑ мӗн, Люба, — шӑппӑн, ыйтуллӑн каланӑ Фома, — эс ман умра ун ҫинчен усал ан кала… — Кунтан икӗ кабельтовӑран ытла мар. Ывӑлӗ хӗрарӑм пурнӑҫӗ ҫинчен калаҫнисем пӗтӗмпех — чӗрене ҫӳҫентерекен, тахҫанах пӗлнӗ чӑнлӑх, ҫавӑнпа та унӑн кӑкринче халь хуллен кӑна туйӑмсен ҫӑмхи сӳтӗлсе пычӗ, вӑл ӑна халиччен пӗлмен ачашлӑхпа ытларах та ытларах ӑшӑтрӗ. Апла пулсан ҫапла калӑпӑр: уҫӑ кӑмӑллӑ ҫынсем нумайӑшӗ пулман пирки унта кичем пулӗ, тейӗпӗр. Унӑн стихӗсене те эпӗ асра тытса тӑмалла вӗренсе хутӑм та, пӗр виҫ-тӑват минутлӑха денщиксем патне кухнясене чупса пырсассӑн пит шутсӑр хавхаланса вӗсене стихсем вуласа кӑтартаттӑм. Вӑл яри уҫса хунӑ алӑк патне ларчӗ, Андрей Гаврилович стена ҫумне таянса тӑчӗ. — Тӗрӗсси тӗрӗсех ҫав ӗнтӗ, ҫавӑн пек ҫӗртен пенӗ чух карчӑк та пулин аташас ҫук. Ҫав кӗтмен ҫӗртен палӑрнӑ йӑл ҫутӑсем амӑшӗн куҫӗнчен те пытанса юлаймарӗҫ. — Епле! Шыв хутшӑнать те, чакать те-и? — тесе ыйтрӑм. Вӑл кирек хӑҫан та маларах сӗкӗнет. «Вырӑнтан кӑларнӑ». Вӑрманӗ Кама тӑрӑхӗнчи пекех. Ӗҫсӗр ларма пачах та пӗлмен, хӑйӗн типшӗм аллисемпе яланах мӗн те пулин тунӑ Степан Иванович апат хыҫҫӑн юлакан ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене пухса, вӗсене форточка витӗр кайӑксене пӑрахса пама тытӑннӑччӗ. Ганс мачта тӑррине хӑпарса пӑхать, анчах нимӗнле чул сӑрчӗ те курӑнмасть. — Рислинг — чӑн-чӑн нимӗҫ, Рейн тӑрӑхӗнче кӑна лайӑх вӑл, анчах эпӗ ҫапла шутлатӑп: пирӗн Алькадар рислингне вара ним те ҫитеймест. Пӗччен юлсан, вӑл хӑй ача чухне унпа ашшӗ калаҫнӑ вӑхӑтра ӑна хӑйне те яланах темле кичем е хӑрушӑ пулнине аса илчӗ. Аркадий ниҫта та каймарӗ, пӗр сехете яхӑн Катяпа ирттерчӗ. — Чул хускалмасть: эпӗ ӑна вырӑнтан тапратма та пултараймастӑп. Акӑ вӑл самолёт миҫе хутчен вӗҫсе ҫаврӑннине шутларӗ. Виҫҫӗ таран суса ҫитерчӗ те ҫав тери хытӑ пӑлханнипе тӳшек ҫине ӳкрӗ, вара ҫавӑнтах ним сисми ҫывӑрса кайрӗ. Кунта вӗт оргисене тумашкӑн калама ҫук аван. Эпӗ иртнӗ ҫӗр ҫул хушшинче корольсемпе вӗсен таврашӗнчи ҫынсем хушшинче пысӑк хисепре тӑнӑ ҫынсемпе лайӑх паллашрӑм. Эп ыран тата кӗрӗп, юрать-и? «Каятӑп, тем пулсан та каятӑп, кунта урӑх пурӑнса чӑтаймастӑп». Чухӑн ҫамрӑклӑхӑн ӗмӗчӗ ҫитӗ-ҫитех, хӑҫан та пулсан пӗр-пӗр пуян хӗрне качча илӗп те лайӑх пурӑнӑп тесе, вӑл пулассишӗн кулянсах кайман. Хресченӗн аслӑ пӳрчӗ тӑруках тӑвӑрланса кайрӗ: халь ӗнтӗ кунта, ӗнӗк тар шӑрши тулнӑ пирки, пӑчӑ, салтак тарӗпе вараланчӑк тумтир шӑрши тата ҫӗрме пуҫланӑ юн шӑрши кӗрет. Кюхельхен. Апат хыҫҫӑн вӑл Санина пӗр минутлӑха сада чӗнсе илчӗ те, шӑпах хӑй виҫӗмкун чие ҫырлисем суйласа ларнӑ тенкел тӗлӗнче чарӑнса, ҫапла каларӗ: — Димитрий, ан ҫиллен мана: анчах эпӗ сана тепӗр хут астутарас тетӗп — эсӗ сана ирӗксӗрлеҫҫӗ, тесе ан шутла, — терӗ. Повозка патне пӗр виҫесӗр вӑрӑм салтак чупса пычӗ. Вӗсем лайӑх йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, анчах — ӑҫта-ши вӗсен чӑн пичӗ, пӗр-пӗр шухӑшӑн хӑш енӗ Уҫӑпшӑн ҫывӑхрах-ши, хаклӑрах-ши? Вӑл генерал пуласси паллах. Пур енчен те: унӑн ҫамки те ансӑр, пуҫӗ те кавӑн евӗрлӗ, хырӑмӗ те пысӑк, сасси те хулӑнрах. Пичче текех нимӗнпе те чарӑнса, лӑпланса тӑмарӗ. Унӑн тахҫанхи суранӗнчен леш ҫӗҫҫе туртса кӑларма хатӗрленнӗ пекех туйӑнчӗ ӑна. Вӑл Макҫӑм вӑрахчен тинкерсе пӑхнине аса илчӗ. Илӗр аллӑра, эпӗ сире хускалма мӗн тери йывӑррине пӗлетӗп… Старик вара хӗрлӗ хӑва хуппи ҫинчен шутлама та маннӑ. Тӗреклӗ кулак килӗсем пӗр-пӗринчен ҫуршар километрта лараҫҫӗ. Вӗсем пӗчӗк крепоҫсем пекех. Вӗсен инструкци, командовани ҫирӗплетнӗ тӗп-тӗрес инструкци пулнӑ, вуншар ҫулсем хушши ҫирӗпленсе пынӑ традицисем пулнӑ, — мӗнле-ха вӗсене ҫак ним иккӗленмелле мар курӑнса тӑракан факт умӗнче пӑсатӑн? — Ну, апла пулсан, мана вӑл атте патне леш тӗнчене ут кӗтӳ кӗтме ӑсатнӑ пулӗччӗ. Тата ҫакӑн пек туса пӑхӑпӑр, — тесе мӑкӑртатса илнӗ те, ӑна ҫӗнӗлле эмеллеме хушса хӑварнӑ. Вӑл ниммаршӑнах йӗрет. — Ҫапла, пӑхнӑ. Ҫав асра тӑракан ир масар ҫинче мӗн-мӗн пулса иртнисене шанчӑклӑ свидетельсем тӗпӗ-йӗрӗпех кӑтартса пачӗҫ. Анчах Мефф Поттерӑн защитникӗ пӗр свидетельне те тӗпчеме хӑтланса пӑхмарӗ. — Хӑҫантанпа ҫавӑн пек хӑравҫа тухнӑ-ха Мунчо? Академи президенчӗ мана питех те хапӑл туса йышӑнчӗ, вара эпӗ темиҫе кун хушши унта пултӑм. Манӑн ӗнтӗ пӗр ҫул ҫеҫ юлать — пенси ҫине куҫмалла та отставкӑна тухмалла. Мӗнпурӗ те ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫеҫ. Халӗ Липинцӑра пулсан та ун ҫине йытӑсем те вӗрӗччӗҫ; ҫапах та ӑна унталла туртать, ҫав тери туртать! Унӑн Липинцӑна каяс килет, ҫӑмӑл чӗкеҫ пек вӗҫсе кайӗччӗ вӑл унта, ҫитсен вара вилсен те юрӗччӗ, — пӗр унта ҫеҫ. «Ҫук ӗнтӗ, кунашкал мандатпа кайиччен, кӑнтӑрлахи апат ҫимесӗрех киле ҫитетӗп», — тесе шутларӗ выҫса ҫитнӗ Давыдов, хут татӑкне вуласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Райполеводсоюз еннелле утнӑ май. Пирӗн хушӑри харкашусем юлашки вӑхӑтра хӑрушӑ пулса иртетчӗҫ, анчах вӗсем чӑтма ҫук хӗрӳллӗ туйӑмсемпе улшӑнса пыма пултаратчӗҫ. Хӑйӗн бинчӗсене салтса ҫӗнӗрен ҫыхнӑ вӑхӑтра вӑл Клавдия Михайловнӑна Военторг ҫинчен нихҫан кивелми кулӑшла анекдот каласа пама ӗлкӗрчӗ. Вӑл Хлебникова ҫаннинчен тытса аялалла туртрӗ. «Ҫывӑрах, чиперккеҫӗм! Ун пек ҫыру ҫырнине астумастӑп эпӗ. Вилессе те ара саншӑн ҫак тӗнчере пӗтӗмпе вилнине пӗлсен, сӑваплӑ ӗҫӳ пылчӑкпа вараланнине курсан, таса ӗмӗтӳ пӗтнине курсан ҫеҫ вилесчӗ! Эх, ашкӑнса каять вара пирӗн вӑй! Иван Петрович Белкин 1798 ҫулта Горюхино ялӗнче ҫуралнӑ. Ашшӗ-амӑшӗ унӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ ырӑ ҫынсем пулнӑ. Тӑрасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Малти пӳлӗме кӗрсенех вараланса пӗтнӗ сӑран диван ҫинче пӗр вырӑна тивертесшӗн мачча ҫине тӑрӑшсах сурса выртакан тарҫине, Ивана, курчӗ. Курнӑ пӗр-пӗр япала ҫине эпӗ вӑрахчен тӗлӗнсе пӑхса тӑраттӑм. Ҫав тапхӑрта Бекки лӑпах унӑн ҫумӗнчен иртсе кайрӗ, Том ӑна хытӑ сӑмах каласа тӗртсе илчӗ. Пытармасӑр калас-тӑк, пуҫӑм ҫаврӑнать манӑн. Хӑраса ӳкрӗм. Алеша хӑйӗн ҫуртне илемлетӗ… Вӗлерни ҫинчен вӑл ӑҫтан пӗлме пултартӑр? — Ара, аннӳ пекех ҫиллемес вӗт эсӗ. Вӑл хӑйӗнчен хӑй, Базаров калашле, ӑна уҫҫӑн калаттарма мана мӗн хушнӑ-ши ӗнтӗ, е мӗне те пулсан сисмен-ши эпӗ, тесе ыйтнӑ. «Мӗнле, ҫапла тума килӗшетӗр-и?» ыйтрӗ кошевой. Леш, карчӑксем станицӑра аса илсе калаҫнӑ, Лукашка — Урван каҫ пулас умӗн Анатри Протоцк ятлӑ постра вышка ҫинче тӑчӗ. Анатри Протоцк ятлӑ пост — Терек ҫыранӗ хӗрринчех. Вӑл ку ҫынсем ҫывӑраҫҫӗ-и е вилнӗскерсем-и тесе куҫӗсене тинкерчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра хӑйӗн ури айӗнчи темӗнле япаларан такӑнчӗ. — Вӑтам шкул пӗтерсен, пирӗн шутран вӗренме каятӑр. Крещатик урамӗнче, округри Уйрӑм пайӑн пропусксем паракан бюровӗнче, дежурнӑй комендант Корчагина Жухрай хулара чылайранпа ҫукки ҫинчен пӗлтерчӗ. Синопӑна ҫакӑн пек пысӑк ҫӗмренрен нихӑҫан та пеме тӳр килмен, анчах вӑл вӑйлӑ та ҫирӗп пулнӑ, ӑна ҫӑмӑллӑнах авма пултарнӑ. Нумаях пулмасть-ха, август уйӑхӗнче, — Пӑван килчӗ, халӗ тата — Монтанелли. Ку вӑл мана тарӑхтарать. Анчах эпӗ хам, повет сучӗ ҫуртӗнчен лайӑххи ҫук, тесе шухӑшлаканнисенчен пӗри-ха. Джон Мангльс ҫыранран инҫе те мар ҫыннисем тин ҫеҫ пӑрахса кайнӑ лагерь паллине астурӗ: сӳннӗ вучахсем, лутӑрканнӑ курӑк, йывӑҫсен хуҫӑк тураттисем пуррине астурӗ. — Сирӗн благороди, сире барыньӑсем залӑна чӗнеҫҫӗ. Ҫапла вара эпир виҫҫӗн тӑрса юлтӑмӑр… Мӗнле кунта килсе кӗнӗ-ха эпӗ? — Балабин, ан вӗчӗрхенсем! Ку вӑл историе кӗрсе юлакан таса самант тенӗ судья… Ҫавӑн пекрех сӑмахсем татах каланӑ. Кунтан ытлашши эп нимех те калас ҫук… Каласа парӑр ӗнтӗ, тӑванӑмӑр, тархасшӑн, Пугачевпа тата эсир епле килӗштерме пултартӑр! Мана халь хушаматпа кӑна чӗн. — Пурнӑҫ — лаша мар, ӑна пушӑпа хӑвалаймӑн! — терӗ Андрей. Хӗрлӗрех ҫӑлтӑр-Ҫӗр ҫути шупкаланать ӗнтӗ, горизонт тӗлӗнчех, пайӑркисем чӗре варринелле килеҫҫӗ. Унта вӑл Уэлдон миссиса куҫран ҫухатмасӑр ун хыҫҫӑн кайма, май пулсан, таврара мӗн пулса иртнине ӑна пӗлтерсе тӑма ыйтнӑччӗ. Ку йӑлтах пӗр-пӗр паллӑ тӗспе мар, уйрӑмлӑх, расналӑх енӗпе ҫеҫ унӑн ӑс-тӑнне кӗрсе юлма пултарнӑ. Вӑл: мӗн кирлӗ сана? — тесе ыйтас-тӑк, сарлака сӑмсаллӑскер, вирелле тӑракан пайӑркаллӑ ҫӳҫлӗскер, мӗн калайӑттӑм-ши эпӗ? Гальцин ҫак халӑх хушшипе аран-аран хӗсӗнкелесе малти пӳлӗме кӗнӗ-кӗменех, ирӗксӗрех, каялла ҫаврӑнчӗ те урамалла чупса тухрӗ. — Пӗлместӗп, — терӗ Лена, шӑппӑн та яланхи пекех нимӗн палӑртмасӑр. Кӑштах та, ҫур сехет те пулин, выртса канасах килет. Вӑрман элес-мелес ҫӳлӗ пек туйӑнать. Лашасем тытакан сунарҫӑн пурнӑҫри кӗҫӗн положенине пӑхсассӑн, вӑл шикленсе хӑтланмашкӑн пысӑк сӑлтавах пама кирлӗ мар пек туйӑннӑ. — Господа, хисеплӗ компани! — шлепкине хывса, хӑнасене пуҫ тайнӑ Кононов. Унӑн пӗртен-пӗр тӗллевӗ «Дунканпа» ҫыхӑнассине кансӗрлени мар-ши, мӗншӗн тесен унтан Гленарван экспедицине пулӑшу килме пултарать? Тем ҫине шанаҫҫӗ-ха ҫаплах, тӑм пуҫсем! — Эсир пӗлни ҫумне эпӗ сахал хушса калама пултаратӑп. Эпӗ тӗлӗрсе те пӑхрӑм пулас, анчах пӗр минутлӑха кӑна. Ман патшам! «Ҫапла, йӗкӗтсем, сирӗн пеккисемпе ҫӳрес хӗр-им эсӗ? — Атту эпир ҫул ҫинче пӗрмай шухӑшласа килетпӗр: яла пырса кӗрӗпӗр те, унта нимӗҫсем пулӗҫ, тетпӗр. Кӗске калаҫу чарӑнчӗ, анчах халӗ ӗнтӗ Гаврила чӗнмесӗр ларнинчен те Челкаш ҫинелле ял шӑрши ҫапрӗ. Сасартӑк Осадчий, пуҫне пӗксе хурса, сӗтел ҫинелле пӑхнӑскер, ҫурма сасӑпа пуҫласа ячӗ: — «Хурлӑ-асаплӑ тӑвӑр ҫулпа ҫӳренисем, ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чух йывӑр хӗресе хӑвӑр ҫине илнисем…» Компанипе пӗрле тата авантарах пулӗччӗ, тесе шухӑшларӗ вӑл. Калаҫма пӗлместӗп. — Астӑватӑр-и, эпӗ вӗреннӗ чух пирӗн пата пӗр гимназист ҫӳретчӗ, Ежов ятлӑскер? Ҫапах та, кӑна пӗтӗмпех улӑштарма пулать. Ҫак самантра чуччу ҫинче ярӑнкаласа лараканни шик шӑхӑрчӗ. Электромагнит хумӗсен приемникӗ — пралук татӑкӗсемлӗ мачта — чарӑнмасӑр ӗҫлет. Вӑл йӑл кулать, анчах ӑна пӑхса йӑл кулма май ҫук, темле лайӑх мар пек туйӑнать. Пирӗн ҫӗнӗ юлташӑн Грэйӑн питне ҫыхса хунӑ, вӑрӑ-хурахсем унӑн питҫӑмартине каснӑ. Ватӑ мӗскӗн Том Редрэт, халӗ те пытарманскер, стена патӗнче, Британи ялавӗ айӗнче хытса выртать. Темиҫе кун хушши вӑл куҫхаршисене пӗркелентерсе хирсемпе шурлӑхсем тӑрӑх ҫӳренӗ, кашни хӑва тӗмми патнех пыра-пыра пӑхнӑ, лайӑхрах туратсем суйланӑ, хӑшне касса та пӑхнӑ, анчах хӑйне кирлине тупайман пулас. — Пикенсе пӑхӑпӑр, Джон, — терӗ ӑна Гленарван. Эпӗ сире хам ҫинчен каласа панӑччӗ, сӑмах май акӑ эпӗ «телей» сӑмаха асӑнтӑм. Хут ҫине ҫапла ҫырнӑ пулнӑ: «Лейтенант Мересьев А. командующи патӗнче приёмра пулчӗ. Унӑн тӑрӑшшӗ вунӑ фут, сарлакӑшӗ пилӗк фут, тӗреклӗ вӗренсемпе майласа ҫыхнӑ «суртанбрандур» пӗренисенчен пысӑках сулӑ пулса тӑчӗ; ҫав туса пӗтернӗ сулла шыва антарсан, вӑл «Лиденброк тинӗсӗ» хумӗсем тӑрӑх лӑпкӑн малалла шурӗ. Пӑхсамӑр эсир ытти офицерсем ҫине. Ну, акӑ сире, тӗслӗхшӗн, Плавский штабс-капитан. Калчан шӗп-шӗвӗр вӗҫлӗ сӑнни, ачаш та тӗрексӗрскер, хӗвел шӑрши кӗрекен ӑшӑ, кӑпка тӑпра муклашкисем айӗнче шанса кайса выртать, ҫутӑ патнелле туртӑнать, анчах нӳрлӗхӗ пӗтнӗ, куштӑркаса кайнӑ тӑпран ҫиелти сийне ниепле те шӑтарса тухаймасть. Ритӑна ҫапла кайма тивнӗшӗн Павел кулянса та илчӗ, анчах нимӗн тума та ҫук — мӗнле те пулин вырнаҫасах пулать. — Чӑнах та, мӗншӗн каяс мар-ха? Кӗске кӗрӗкне тӳмеленӗ хушӑра Половцев ҫапӑҫури пекех татӑклӑ команда пачӗ: — Пуртӑ ил. Тӗкӗр ҫинче эпӗ унӑн тӗреклӗ, тӗксӗм кӑкрисене кураттӑм, вӑл ман умра лиф, чӑлха тӑхӑнатчӗ, анчах вӑл таса ҫарамас пулни манра вӑтанас шухӑш таврашне вӑратмастчӗ, уншӑн мухтанса хӗпӗртесси анчах пулатчӗ. Анчах манпа ҫак королевствӑра пулнӑ тамашасенчен чи хӑрушӑ тамаши вӑл король кухнинче ӗҫлекенӗн упӑтипе пулчӗ. Дон Моришо… Эпӗ тин ҫеҫ пӑрӑннӑччӗ, ҫул унта тӑрук пӑрӑнса кӗрсе каять, ҫавӑнпа юланута кураймарӑм. Пӗлетӗр-и эсир, унта мӗн пуррине? Огняновӑн пурнӑҫӗ ҫӳҫ пӗрчи вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑнине ӑнланчӗ вӑл, ҫав ҫӳҫ пӗрчи Колчо хӑех иккен-ха, начаркка та имшер, йышлӑ халӑх хушшинче пӗр палӑрми ҫухаласса ҫитнӗ Колчо кӑна-ҫке. Вӗсем пиншерӗн ӳсеҫҫӗ, сулхӑна пӗр пайӑрка ҫутӑ та кӗреймест. Африкӑри негрсен хулинчи ҫаврака тӑрӑллӑ ҫуртсем пек пӗр-пӗрин сумне таччӑн ҫыпҫӑнса ӳсекен кӑмпасен сарлака шӗлепкисен айӗнче сӗм тӗттӗм тӑрать. Вӑл хӑйӗн пӑлхавлӑ командине вӑрттӑн сӑнаса ларать. Епле пӗлтерме хушатӑр? — тесе, швейцар шӑнкӑртаттарчӗ. Маякинсем апата кайнӑ хушӑра, Фома Любӑна кӑшт ҫеҫ ҫанӑран туртнӑ, лешӗ Фомапа юлса, васкавлӑн:— Мӗн эсӗ? — тесе ыйтнӑ. — Эпӗ те приговор кӗтетӗп. Пӗр минут та иртмерӗ, ҫак иккӗлентерекен вырӑна ҫавӑрса та илчӗҫ. Тӗттӗм чӑтлӑхалла пур енчен те пӑшалсем тӗллерӗҫ; салтаксем, вӗтлӗх ҫинчен куҫ илмесӗр, пӳрнисене куроксем ҫинче хатӗр тытса, сержант пеме хушасса кӑна кӗтрӗҫ. Эпӗ ӑна хӑй мӗн курнипе мӗн илтнине йӗрки-йӗркипе пӗтӗмпех калаттарса партартӑм. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе хумсем мана ывӑтсах яраҫҫӗ, чӗре кайӑк чӗри пек сиксе тапма тытӑнать. — Пултараймастӑп эпӗ, — терӗ Лозневой, чӗтрекен тутисене аран ҫеҫ пӑчӑртаса. — Акӑ сире, ирӗк парсамӑр… — Ҫапла ҫав, эсӗ ҫавна, Генри чӑрсӑрла, кирлӗ мар ҫӗртен турӑн. Паляныця магазина тустарма ирӗк парса, хӑй пӳрте кӗчӗ. Чиркӳсене ҫӳресси ман кӑмӑла каятчӗ; ӑҫта та пулин ирӗклӗрех те тӗттӗмрех кӗтессе тӑрса, эпӗ инҫетрен иконостас ҫинелле пӑхма юрататтӑм — вӑл ҫурта ҫуттисемпе ирӗлсе, амвонти кӑвак чул урайнелле ҫӑра ылттӑн пек юхса аннӑн туйӑнать; иконсен тӗксӗм кӗлеткисем хуллен тапранкалаҫҫӗ; алтарь алӑкӗн ылттӑн шӑтӑклийӗ савӑнӑҫлӑн чӗтренет, ҫурта ҫуттисем кӑвакрах сывлӑша ылттӑн тӗслӗ пылхурчӗсем пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, хӗрарӑмсемпе хӗрсен пуҫӗсем чечексем пек туйӑнаҫҫӗ. Манӑнне ак кӗҫех пуҫа касаҫҫӗ! Чемоданӑн юлашки чӗнне ҫыхсан, эпӗ аяла антӑм. Шапошников турра хирӗҫ ҫӗмӗрсе калаҫнисене вӑл калама ҫук тинкерсе итлетчӗ, эпӗ кӗнекесем ҫинчен каласа панисене те сехечӗ-сехечӗпе итлетчӗ, пуҫне каҫӑртса, карланкине мӑкӑртса, савӑнӑҫлӑн кулатчӗ: — Пултаруллӑ япала вӑл этемӗн ӑсӗ, ой, пултаруллӑ! Хальхи вӑхӑтра Паганель ӑҫта пулсан та, вӑл таракан вырӑн эпир кунта тӑнинчен хӑрушӑрах пулма пултараймасть. Ҫав куна епле ирттерни ҫинчен калама та йывӑр ӗнтӗ маншӑн. Тен пулса иртнӗ ӗҫсем ҫав тери пысӑк пулсан, ирхине мӗн пулса иртнипе танлаштарсан питӗ салху пек туйӑннӑ пулӗччӗ. Авӑ вӑл — уншӑн ют хула. Унта, пӗр-пӗр ҫуртра, унӑн канӑҫсӑр юлташӗ. Вӑл хӑйне мӗн пуласса пӗлмест. Пӗр ҫитмӗл ҫулсем пулать пуль. «Мӗне пӗлтереҫҫӗ кусем пурте? — шухӑшласа илчӗ Анна Васильевна. Сире ватӑ кӗсре кӗтет. — Ҫавӑнтан ӗнтӗ… Корчагин, каллех руля икӗ аллипех ярса тытрӗ пурӑнӑҫа ҫӗнӗ тӗллев еннелле пӑрса ярать. Ҫирӗм ҫула ҫитиччен вӑл тундрӑра кӗтӳ кӗтсе сӳренӗ, ненецсем ахальтен мар ӗнтӗ унпа мухтанаҫҫӗ, ырӑ ятпа асӑнаҫҫӗ ӑна, юратаҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ ҫак тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ-пуҫлӑ ҫын, политикӑра пултаруллӑ деятель темӗнле йытта пула суранланса выртать. Юрлама чарӑнчӗҫ. Ҫак вӑхӑтрах, крепӑҫрен ҫур ҫухрӑмри сӑрт хыҫӗнчен, ҫӗнӗрен юланутлӑ ушкӑнсем сиксе тухрӗҫ. Ҫеҫенхире часах сӑнӑсемпе тата сайдаксемпе хӗҫпӑшалланнӑ халӑх килсе тулчӗ. Шухӑшласа ҫеҫ пӑх, эпӗ унпа пӗр ҫуртра пурӑнма пуҫлани часах акӑ икӗ ҫул ҫитет, эпӗ ӑна юратса пӑрахнӑ, анчах халь кӑна, ҫак минутра, ӑнланса илтӗм ҫеҫ мар, вӑл мӗнлине куртӑм. Ҫиҫӗм, кӳмере пекех ҫиҫсе илсе, куҫа шартарать, вӑл пӗр самантлӑха кӑвак пустава, укаланӑ тӗрӗллӗ шараҫа тата кӗтесре хутланса ларнӑ Володьӑн кӗлеткине ҫутатса илет. Икӗ океанӑн шывӗсене уйӑрса тӑсӑлакан ҫак пысӑк материкӗн ҫӗрне мӗнле кӑна катастрофа ҫӗкленсе туланӑ-ши? Вӑл истори, куҫ умӗнче мӗн пулса иртнипе танлаштарсан, ача вӑййи пек туйӑнать мана. Пӳрте кӗрсенех арӑм мана ыталаса илсе чуптума тытӑнчӗ. Арӑм ыталанӑ хыҫҫӑнах эпӗ ӑнран тухса ҫӗре ӳкрӗм, вара пӗр сехет ытларах хускалмасӑр выртнӑ. Тӗрӗссипе каласан, куншӑн пӗтӗмӗшпех унӑн ҫул ҫинчи юлташӗсем айӑплӑ пулнӑ; судно ҫинчи офицерсем ҫыран хӗрринче пӗр ҫамрӑк дикарӗн алли-урисене тупнӑ та, вӗсене борт ҫине илсе пырса, пӗҫерсе туземецсене ҫиме панӑ. Лось ҫапла чылай хушӑ тӗмсӗлсе тӑчӗ, — чул ҫинче выртакан алли ҫывӑрса кайичченех. Вӑл Серёжӑна аяккарах илсе кайрӗ те лӑпкӑн:— Эсӗ мӗн, мещенле кӳрене пуҫларӑн-им? — Тӗлӗнмелле! — терӗ Уэлдон миссис. Ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗреннӗ чух эпир кӑвакалӑн ҫунаттисем мӗнле иккенне, урисене, вӑл мӗнле майпа ишнине вӗренеттӗмӗр. Анчах вӑл хӑйӗн алли-урисем ҫинчен шухӑшламан, хӑйӗн айӗнче выртакан ҫынна ӑшӑтасси ҫинчен кӑна шухӑшланӑ. — Нимех те мар, — терӗ доктор. Хӗрхенӗр пире, тӑрантарӑр пире! Яков аллисене ҫурӑм хыҫнелле пытарса ун умне пырса тӑчӗ те йӑпатма тытӑнчӗ: — Нимех те мар, купец! — Мӗнле вӑл апла? — Эп санпа паллаштарма ҫын суйласа ҫӳреместӗп, — хӑйне чунтанах хӳтӗлет Женя. Айӑпсӑр та йӑваш, вӑтанчӑк та хитре сӑн-сӑпатлӑ Володя вара офицерсен кӑмӑлне кайнӑ. Валлиец ахӑлтатсах кулса ячӗ. Акӑ вӑл, чакмаллине пӗлтерсе, горнҫа вылямашкӑн паллӑ пачӗ ӗнтӗ, акӑ салтак какӑра ҫӑварӗ патнех тытрӗ ӗнтӗ, анчах ҫав ҫеккунтра сӑрт хыҫӗнчен дивизи штабӗн начальникӗ Ромашов полковник кӑпӑка ӳкнӗ араб лашипелен вирхӗнсе тухать. — Мӗн вара? Ҫакна тума манран килӗшӳ ыйтни мана хытӑ тӗлӗнтерет. Ҫавна пула, Воропаев хӑй ҫӳлелле епле улӑхнине те асӑрхамасӑр пычӗ. Кунтан Тонкина тухса кайрӑмӑр. Тонкинра капитан ытларах вӑхӑт чарӑнса тӑма шутларӗ, мӗншӗн тесен вӑл сутӑн илме ӗмӗтленнӗ таварсен пӗр пайне темиҫе уйӑхсӑр хатӗрлесе карап ҫине ҫитерме май пулман. Чӳрече сивӗпе шӑнса, ӳкерчӗксемпе эрешленсе пӗтнӗ. Дунаев, хушнине итлесе, утса кайсан тата ун хыҫӗнчен: «Такан-ха, мана, такӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ. Унсӑр пуҫне, ушкӑн тинӗс хӗрринчен инҫе кайрӗ пулсан та, вӑрманта ҫаплах манго йывӑҫӗ ҫине-ҫинех тӗл пулчӗ. 1910 ҫулта юлашки хут курӑннӑ Галлей кометин (ҫак кӗнекен авторне ун чухне ӑна сӑнама тӳр килнӗ) пуҫӗ 370 пин километр сарлакӑш пулнӑ. Ку тем пысӑкӑш Сатурн сарлакӑшӗнчен виҫӗ хут пысӑкрах. Кукамай патне пычӗ те, ӑна хулпуҫҫинчен лӑп-лӑп ҫапрӗ. Ненец Ҫурҫӗрӗнче ӑна Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче чапа тухнӑ Илья Вылкӑран сахал мар пӗлсе тӑраҫҫӗ. Эх, мӗн кӑна тумасть этеме ку вӑрҫӑ! Таса кӗленче пек витӗр курӑнакан ҫирӗп япаларан туман-ши ӑна? — Курӑр-ха. Гусев тӗрлӗ ӗҫпе аппаланать, анчах кӗҫех пӑрахать. Эх, епле вара юратӑччӗҫ ялта сана хӗрсем!.. Унта вӑл, уйӑх ҫуттинче, ҫиллине шӑнараймасӑр тӑрать. Ӑнланатӑн-и, Негоро, Америкӑра слонсемпе бегемотсене курни Бенгелӑри каторга тӗрминче таса чунлӑ ҫынсене курнипе пӗрех. Ӗҫе татӑклӑ та хӑвӑрт тумалла». Ку «сукуру» ятлӑ, тӑршшӗпе хӑш-пӗр чух хӗрӗх фут тӑршшӗ, пӑвакан пысӑк ҫӗлен-удав пулма пултарать. — Ученӑйсем пулнӑ-и вӗсем? — тесе ыйтрӗ Элен. Камышин… ачалӑх! Курнатовский господин наука, университет тата ытти ҫавнашкаллисем усӑ панине пачах хирӗҫлемест… ҫапах эпӗ Андрей Петрович мӗншӗн ун пек тарӑхнине ӑнлантӑм. Господин ҫӑкӑрне ахальтенех ҫиме ҫук вӗт. — Хуллен, — тесе хӑраса кӑшкӑрать вӑл. Ҫук, тӑванӑм, ку пӗтӗмпех йӗркесӗрлӗх, пушӑ япала! «Вӑт ӑҫта ҫитсе перӗнчӗ! — йӗрӗнсе шухӑшларӗ Ерофей Кузьмич. Хӑвӑрӑн карланкӑра манран инҫерех тытӑр», — терӗ. Эпӗ питӗ ҫилленсе кайрӑм; каллех калатӑп эпӗ ӑна, хытах калатӑп: «Илтместӗн-и-мӗн? Мана Николай Антоныч асӑрхамарӗ, тӳррипе каласан, курмӑш пулчӗ вӑл. Вӑл тимлӗн итлеме пуҫларӗ. Каҫарӑр мана… Повӑра хырӑмӗнчен пуҫпа пар! Пушӑ вӑхӑт ҫителӗклӗ пулнӑ пулсан, Лена ҫак япаласем ҫинчен, тен, ытларах та шухӑшланӑ пулӗччӗ, анчах, телее, вӑхӑчӗ ним тума та ҫитмест. Унтан ырӑ япала тӗнчере те ҫук. — Тӗрӗс асӑрханӑ! Ярас фельдфебеле! — Иохим вӗрентрӗ, — терӗ Петруҫ. Айвансем вӗсем сахалах пулмарӗҫ: арҫын ачасем пӗрмаях хӳме патне пыра-пыра тӑчӗҫ, — шӑл йӗрсе калаҫмашкӑн пычӗҫ те ӗҫлеме тӑра-тӑра юлчӗҫ. Ача хуллен йынӑшса ячӗ те каялла курӑк ҫинелле сулӑнса кайрӗ. Вӑл мана япӑхах мар пек туйӑнчӗ. Ӑнланмалла мар, каҫармалла мар ӗҫ… Половцев чӗнмерӗ, вӑл хӗҫӗн хурҫи ҫине сывлать, ун ҫинчи кӑвакрах сӗм епле сарӑлса майӗпен пӗтсе пынине сӑнать, унтан вара хӗҫе сӑрӑ толстовка аркипе шӑлать те ӑна кивӗ йӗнне сыхлануллӑн, ҫемҫен чиксе хурать. — Аркадий мӗнпе-ха… — Мӗн калатӑр эсир? Акӑ мӗн пулнӑ: Мухортый, те хӑйне хӑй лӑплантарма, те кама та пулин пулӑшма пыма чӗнсе, хӑйӗн янтракан сассипе хыттӑн кӗҫӗнсе янӑ. — Оh, m-r, с`еst affreux! — Сана, Маша, ӗнер сӗрӗм тиврӗ пулӗ? — тенӗ Прасковия Петровна. Вышимирский ура ҫине тӑчӗ. Вӑл мӗн иккенне, вӑл мӗнрен пуҫланнине эс пӗлетӗн-и? Юлашкинчен, ҫу уйӑхӗн вунпиллӗкмӗшӗ, корпус командирӗ хушнипе тӗрӗслӳ туса ирттермелли кун, килсе ҫитрӗ. Мӗне кирлӗ эп!.. Вара вӑл тӑсӑлса выртнӑ та чавсисемпе хирӗнсе йӑванма тытӑннӑ. Ҫакан пек шухӑшланипех вӑл сестрана хӑйӗн сӗтелӗ ҫине лартнӑ кӑчкӑллӑ турата — ҫуркунне ҫинчен аса илтерекен япалана — илсе кайма хушрӗ. Ватӑ сунарҫӑ эмел тумалли ӳсентӑрана шырама та каяйман, Гальвей ҫынни ӗлӗкхинчен те тискертерех кӑшкӑрса, хӳшӗрен чупса тухнӑ. Хӑйӗн тарҫине лӑплантарма хӑтланса, Морис нумайччен аппаланнӑ. Фокусник пулать-и мӗн сантан? — Кам унта? — тесе ыйтрӗ те вӑл ҫекӗле вӗҫерчӗ. Бутылкӑран хуллен лӑнкӑртаттарни илтӗнчӗ. Ӗнтӗ мӗн каласан та Грушницкий хӑй ҫинчи трагедиллӗ мантие хывса пӑрахнӑ самантсенче самаях кӑмӑла килекен ҫынччӗ, ун пек чухне ӑна курсан, кӑмӑл уҫӑлать вара. Вӑл Беккие аллинчен ярса илнӗ те унпа пӗрле хӑйсене чи малтан тӗл пулнӑ коридораллах чупса тухнӑ. Ҫапла туни аван пулнӑ, мӗншӗи тесен пӗр ҫара ҫерҫийӗ Беккин ҫуртине ҫуначӗпе сӳнтернӗ лартнӑ — Бекки шӑп шӑтӑкран чупса тухса тарнӑ вӑхӑтра сӳнтерпӗ. Ун патне вӑл вӗҫен кайӑкран ҫӑмӑлтарах чупса ҫитрӗ, пӗшкӗнчӗ, стаканне илчӗ те, вара пӳ-сине ҫав тери илемлӗн хускатса, стаканне ун аллине тыттарчӗ; унтан вӑл калама ҫук хӗрелсе кайрӗ; галлерейӑ ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, амӑшӗ нимӗн те курманнине тавҫӑрсан, ҫав сехетрех лӑпланчӗ пулас. Базаров тутисене ҫыртрӗ те тухса кайрӗ. Вӑл ҫакна тӗпе хурать: ӳт-тир тӗсӗнчи е чӗлхери уйрӑмлӑхсем, культурӑ ҫӳлӗшӗнчи е патшалӑхлӑ аталанӑвӑн ҫӳлӗшӗнчи уйрӑмлӑхсем, ҫавӑн пекех тата нацисемпе расӑсем хушшинчи мӗнле те пулин урӑхла уйрӑмлӑхсем — нацисен пӗртан мар правалӑхне тӳрре кӑларакан сӑлтав пулма пултараймаҫҫӗ. — Ҫӗнӗрен шӑтарас пулать! — терӗ ҫирӗппӗн Дик Сэнд, васкаса шӑтӑка питӗрсе хурса. Натальйӑн ҫак сӑмахӗсем Никитӑн кӑмӑлне кайман, ку сӑмахсенче вӑл инкӗш ытлашши кичемленнине, ытлашши пӑлханнине туйнӑ, тата, тен, унта ӑмсанни те путнӑ пуль… Эпӗ хампа тухтӑр илсе килтӗм. Йӑл-йӑл кулкаласа та ҫуталса (чиркӳрен таврӑннӑ ватӑ ҫынсем яланах ҫутӑ), вӑл сӗтел ҫине праҫвирпе темле ҫыхӑ хучӗ, кӗлтуса илчӗ, вара:— Тур панисем кусем! Унӑн шурӑ ҫӳҫӗ вӗлкӗшет. Туннель патӗнчи ӗҫ Цветаева ыттисенчен ытларах кӳрентернине Павел пӗлмен. — Ой, ыратать вӗт! — терӗ Андрей. Юлашки распоряженине парсан, ватӑ сунарҫӑ пӑшалне илчӗ те хӳшӗрен тухса кайрӗ. Анчах ҫапла виҫӗ кун та иртмерӗ пуль, шӑхличӗ калама чарӑннӑ самантсем час та часах пула пуҫларӗҫ. Вӑл чӗнмерӗ. — Хӑрушӑ, анчах та лайӑх, интереслӗ ӗҫ, — терӗ вӑл. — Асатте, эпӗ кӑлтӑрписӗрех тӑрса юлтӑм, — тенӗ Синопа, макӑрса ярас патнех ҫитсе. — Пӑх-ха, епле яка пӑр! Кил-хушшинче шӑв-шав пуҫланчӗ: Николай Артемьевича илме тесе ятарласах Мускава ҫын ячӗҫ; унпа пӗрлех дворецкий эрехсем, паштетсем тата ытти апат-ҫимӗҫсем туянма чуптарчӗ; Пӗвене куҫран ан ҫухатӑр. — Акӑ комбриг приказӗ. Вӑл ман алӑсене ярса тытрӗ те вӗсене пӗрин хыҫҫӑн теприне черетпе чуптума пикенчӗ. Россия центрӗнчен инҫетелле кайнӑҫемӗн асаилӗвӗсем те Оленина хӑйӗнчен инҫетелле юлса пынӑ пек туйӑнчӗҫ, тата Кавказа ҫывхарса пынӑҫемӗн ун чӗри хаваслӑрах пулчӗ. Ҫапла шухӑшласа, эпӗ хама хам ҫав тери лайӑх туйса, малалла хӳме патне, кам шутӑмпа мана кӗтсе тӑракан туссем патнелле кайрӑм. Учлет юлташсем! Ахах пӗрчи тупас тесе, вӗсен пурнӑҫ йӑлийӗн тислӗк купине чаваламантан пуль? — Ан чӑрманӑр! ахаль те аван, — чӑлха ӑшӗнчи пӳрнесем татах та хӑвӑртрах вылянкаласа илчӗҫ. Кам вара вӑл? Ӑна ҫав тери пӗчӗкле ют алӑк умӗнче тупнӑ, вӑл вара ача ҫуртӗнче ӳснӗ. Морякӑн йӑнӑшне е пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ сӑмахӗсене пула, Горева пушарпа хӑрӑмланса ларнӑ посёлокри пысӑк, хӑтсӑр ҫуртсемлӗ урамран часах пысӑк та кивӗ, ешӗл тӗспе витӗннӗ сулхӑн ҫӑва ҫине пырса тухрӗ, кунти утмаҫулсене хӗрлӗрех сарӑ кирпӗч катӑкӗсенчен тунӑ, ҫул юпписем пӗрлешнӗ вырӑнсене стрелкӑсем тата пирус тӗпӗсемпе ҫӳп-ҫап валли аллейӑсем тӑрӑх урнӑсем ларта-ларта тухнӑ. — Часах пырса ҫитетпӗр, терӗ-и? Базаров, нумаях мар пулин те, выляса янӑ. Ку уншӑн кӑмӑла каймах пултарайман. Унтан йӗкӗт лашине чӑпӑрккапа тивертрӗ те, лешӗ арена тӑрӑх чупса ҫаврӑнчӗ, ҫынни хӑйӑр ҫине сиксе анчӗ; пуҫ тайса, кулиса хыҫне кӗчӗ, куракан халӑх кӑмӑлӗ тулнипе те, тӗлӗннипе те каҫӑхсах кайрӗ. Пӗчӗк пӳлӗме тулса тӑкӑлнӑ офицерсен кӗпӗрленӗвӗ витӗр полк тухтӑрӗ Знойко аран ирткелет. Вырсарникун кунӗпех тата пушмак тӑхӑнса ҫӳре, хывма та юрамасть ӑна. Ун ҫинчи шурӑ кӗпине курсанах Джонни ку «джентльмен» иккенне, ку инспектор иккенне пӗлсе илет. Юр, тӗттӗм, сас-чӗв те ҫук! Ӑна, чам, эпӗ пӗлетӗп, сан пек чухне хаман та таҫта шуйттаналла тарас килетчӗ!.. Полковник сассинче темӗнле тӑрӑхласа кулни илтӗнчӗ. О, турӑҫӑм… — Вӗренсе тухакансем Воропаевӑн проектне ырларӗҫ. — Савнӑ Мэри… Ӑна вӑл ответ пама пултараймарӗ. Храм алӑкӗ уҫӑлчӗ, туземецсен салтакӗ тыткӑнрисене хӑй хыҫӗнчен пыма кӑтартрӗ. Шӑпа мӗнле тухсан та хӗрарӑмсем ӑна йышӑнаҫҫӗ. Арҫынсем хӑйсем хӑранине кӑтартасшӑн мар, мӗнпур вӑйӗсене пухса вӗсем хӑйсене паттӑрӑн тытаҫҫӗ. — Килеҫҫӗ, — терӗ Микеле. Сутӑҫсемпе пасара пынӑ ҫынсем сасартӑк чупкалама пуҫларӗҫ, Пӑван, чарӑнса, темӗскертен тӗлӗннӗ айван ҫын пек пӑхса тӑчӗ. Чунпа, акӑ мӗнпе илетчӗ, чее шуйттан! Хӑвӑр йышӑнтӑр-и? — тесе ыйтатӑп. — Скайльс сарӑ пӗчӗк портфелӗнчен кӗленче кӑларчӗ. Вӗсем сулхӑнрах вырӑн та тупма пултарнӑ пулӗччӗҫ, анчах ачасемшӗн вӑрманта кӑвайт ҫумӗнче выртасси — ытла та ытармалла мар. — Ҫавӑн ҫинчен калатӑп та, — терӗ Олейник юлашкинчен, темшӗн кӑмӑлсӑртараххӑн. Пичӗ курӑнмасть. Маттур та ҫивӗч куҫлӑ хӗрарӑм сӗтел ҫине апат хатӗрлесе лартма тытӑнчӗ, Хохол чемоданран кӗнекесем кӑларса вӗсене кӑмака ҫумӗнчи сентре ҫине хучӗ. — Мӗн ҫинчен? Эпӗ кунӗпех картишӗнчен уялла юр турттарнипе пит ывӑннӑччӗ, манӑн ҫывӑрас килетчӗ, анчах Павел йӑлӑнатчӗ мана: — Ан ҫывӑр, пушалстӑ, Христа ради, ан сывӑр! — Юрать, эпӗ ҫилленместӗп. (Санин чӑнахах та ҫилленмен, юлашкинчен тата Джемма нимӗн те ан пӗлтер тесе шутлама пултарайнӑ-ши вӑл). Стенли тӑван ҫӗрне таврӑнма хатӗрлене пуҫланӑ. — Аха. — Лавӗсем хамӑра кирлӗ пулчӗҫ. Ман мӗлке паҫӑрхинчен вӑрӑмрах, мӗлке тӑрӑх эпӗ хам чипер юланутҫӑ иккенне сисетӗп, анчах хама хам кӑмаллас туйӑм часах ак мӗне пула пӑсӑлчӗ. Ҫав массӑллӑ ташӑсем ӗнтӗ вырӑс халӑхӗн чунне кӑтартса пачӗҫ. Инҫетрех мар тӑракан провожатӑй ҫыхха ҫӗклерӗ те Воропаева пачӗ, лешӗ вара ӑна каллех кӗсйине чикрӗ. — Малалла, малалла! — сасартӑк кӑшкӑрса пӑрахрӗ те Беспортев, темле курӑнми ушкӑна вӑрҫа ҫӗкленӗ пек, тӗрӗк патнелле чупса пычӗ. Казаксем кӑнтӑрла тӑкӑрлӑксемпе пӳртсенче пухӑна-пухӑна лараҫҫӗ те шавах колхозсем пирки тавлашса калаҫаҫҫӗ, хӑйсем мӗн шухӑшланине кала-кала параҫҫӗ. Хӗре тата ытларах юратса кайрӑмӑр; ирсерен хӗпӗртерех, ӑшшӑнтарах кӗтсе илеттӗмӗр эпир ӑна. Эпир хамӑр тӑван планета ҫинче ҫӗр тӑрӑх утатпӑр, алла пӗр ывӑҫ тӑпра илетпӗр те пӗр-пӗрне тӑпрапа перетпӗр… Вӑл лавка уҫасшӑн. Унӑн савӑнӑҫне пӗр япала ҫеҫ пӑсрӗ: кӑтра йытӑ унӑн «ҫыртакан нӑррипе» вылянине вӑл пӗртте тиркемерӗ, анчах ма-ха ҫав йытӑ нӑрра аяккалла илсе кайрӗ? «Эсӗ ухмах», тесшӗнччӗ эпӗ ӑна хирӗҫ, анчах каламасӑр тӳссе тӑтӑм, хул пуҫҫийӗме кӑна хӗскелесе илтӗм. Ӑҫта та пулсан пуҫ тӑрринче, ҫӳлте, аслати хытӑ авӑтать те, эпӗ тӳрех, пӑшӑлтатса: «Хоспоти, каҫар мана, ҫылӑхлӑ ҫынна!» — тетӗп, вара ҫавӑнтах сӑх-сӑхма, Исус Христоса та, Марье хӗре те, савӑнӑҫ турӑ хӗрне те, пӗтӗм ҫветтуйсене пурне те кӗлтума пуҫлатӑп, ҫитменнине тата ҫавнашкал ырӑ мар аслати авӑтнипе куклене-куклене ларатӑп… Уэлдон миссиспа Геркулес, папирус хушшине пытанса, ун ҫинчен куҫне илмерӗҫ. — Вӑл луччӗ. Ырӑ ирпе кӑмӑл сунатӑп, сэр, — терӗ кӑшкӑрса илчӗ Сильвер, кӑмӑллӑ кулӑпа йӑлкӑшса. Пӗр кун та пулин вӗсем пӗрле пулнине курасчӗ! — терӗ Власова хыттӑн, макӑрса ярас патне ҫитсе. Юлташӗсем хӗсӗнерех ларса вырӑн пачӗҫ. Валька тепӗр сехетренех таврӑнчӗ, хӑй пите салху, кровать ҫине ларчӗ. Саша ура ҫине тӑнӑ, хӑрах аллипе сӗтеле тӗрӗннӗ, унтан арҫынла евӗр вӑйлӑ сасӑпа юрӑллӑн сӑмахлама пуҫланӑ: — Камӑн чӗринче чун савнийӗ ҫук,Ҫавӑн ӑшчикре хуйха-суйхӑ ҫук,Ҫавӑн пурнӑҫӗ питӗ те аван. Калле ҫаврӑнмалла тесси нимех те мар-ха вӑл. Аякран пӑхсан, вӑл питӗ лайӑххӑн курӑннӑ — ҫирӗп, сарлака хулпуҫҫиллӗ. Гленарван кӗленчене ҫийӗнчех пӑхма пуҫларӗ. Ленӑн сасартӑк хӑйӗн ҫӗр катӑкӗ, ӗмӗр ванми чул кӗтесе, ҫул хӗрринчи пӗчӗк юханшыв пулса тӑрасси килчӗ, ку уншӑн телей пулӗччӗ, вара вӑл ӳчӗ ҫӗрсе пӗтсен те пурӑнӗччӗ. Эпӗ, хамран хӑвӑрт-хӑвӑрт пусса аяккалла кайса пыракан ура сассине итлесе, тӗттӗмелле вӑрахчен пӑхса тӑтӑм-ха. Даша инке, пӑлханмастӑн-и? «Пӗтрӗм эпӗ, — тенӗ Ваҫили Андрейч, — лаша йӗрне те ҫухатӑп, ӑна хӑйне те хӑваласа ҫитеймӗп», — тенӗ. Эпӗ выҫса вилес патнех ҫитрӗм (юлашки хут карап ҫинче карап ҫӗмӗрӗлес умӗн темиҫе сехет малтан ҫинӗччӗ), ҫавӑнпа чӑтса тӑраймарӑм, хама чипер тыткаламалли йӗркене пӑхмасӑрах, ҫиес килнине пӗлтерес тесе, пӳрнене ҫӑвар патне час-часах тыта-тыта кӑтартрӑм. Акӑ тата каллех! — Аҫу? Ӑна, хӗрарӑма тата амӑшне, ывӑлӗн ӳт-пӗвӗ чун тенинчен ҫапах та яланах хаклӑрах пулнӑ, ҫавӑнпа та ҫав судьясен сӳннӗ куҫӗсем ывӑлӗн сӑн-пичӗ тӑрӑх шуса ҫӳренине, ҫав куҫсем унӑн кӑкрине, хулпуҫҫине, аллисене хыпашланине курма, вӗсем халь сасартӑк хыпса ҫунса хӑйсен ҫурри вилнӗ, хытса ларнӑ юн тымарӗсенчи, кивелсе ҫитнӗ ҫан-ҫурӑмӗсенчи юна ӑшӑтмалли май шыранӑ пек унӑн вӗри ӳчӗ ҫумне сӗртӗннине курма хӑрушла пулчӗ; халь ҫав ҫынсем ӑна суд туса хӑйсенчен хӑйсемех туртса илмелле пулса тухнӑ ҫамрӑк пурнӑҫ ҫине ҫӑткӑнланса, хапсӑнса пӑхнипе кӑштах чӗрӗлнӗ пек курӑнчӗҫ. «Ваше благородие, — терӗ юлашкинчен пӗри, — эпир паян Кобине ҫитейместпӗр; май пур чухне сулахаялла ҫавӑрма хушмастӑр-и? Манӑн короле тата ун халӑхне вӗсен ҫӗршывӗ ҫинчен эпӗ суйса, чакарса кӑтартнишӗн хама ӳпкелеме йӳтӗм парас килмест. Вӑл темиҫе сӑмах каларӗ те, хӑмпӑллӑ патак тытнӑ пӗр тарҫи ҫавӑнтах ман пата пычӗ, хӑйӗн хӑмпипе вӑл ман сылтӑм хӑлхаран хуллен ҫапса илчӗ. Эпӗ тӗрлӗ паллӑсемпе кӑтартса мана капла тумалла марри ҫинчен пӗлтертӗм. Каярахпа пӗлнӗ тӑрӑх, ҫапла кӑтартнине пула его величествӑпа ун ҫывӑхӗнчи ҫынсем мана пурте ӑс-пуҫ тӗлӗшӗнчен кайра тӑракан ҫын вырӑнне хурса хакланӑ иккен. Унран икӗ утӑмра, ҫӗрте, ура ҫине тӑма хӑтланса, леш ҫын тӑрмашнӑ, вӑл ҫӗлӗксӗр, кӑтра пуҫлӑ пулнӑ. — Ара, эсир пӗр-пӗр хулӑн тирлӗ этем пек мар-ҫке. Ӑна такамӑн ҫамрӑк сӑнӗ аса килчӗ, янӑравлӑ сасӑ: «Ку вӑл — Павел Власовӑн амӑшӗ!..» — тесе кӑшкӑрчӗ. Апла мӗнле-ха эсир ун патне пӗрре те кайса килмерӗр? Инҫе ҫӳревсем вӑхӑтӗнче эпӗ кӳме ӑшӗнче ларса пырса ывӑнса ҫитсен, юланутпа пыракан тарҫӑ ман ещӗке хӑйӗн пиҫиххи ҫумне тӳмелесе, хӑй умне минтер ҫине лартатчӗ. Король майри нихҫан та тӗп хуларан ытла аякка каймастчӗ. Алексее асаплантаракан мӗнпур нуша ҫумне халӗ тата выҫлӑх хутшӑнчӗ. Вӗсем ҫинче васкаса, ҫапкаласа тунӑ ҫӗнӗ хӗрессем. Алексей ассӑн сывласа илчӗ те, тӗксӗмленчӗ. Аслӑ вырӑнти гуигнгнмсем автора курма пыраҫҫӗ. — Хуларан? — тесе ыйтрӗ те амӑшӗ сасартӑк ӗсӗклесе илчӗ. — Ҫук, анчах вӑл ҫын ҫинчен нумайӑш калаҫатчӗҫ. Юнашар ишсе иртекен карап ҫунаттисен айӗ пенипе ҫуталчӗ. — Эсӗ ан ҫиллен! — шӳтлесе каларӗ амӑшӗ. Санин ҫакна аса илчӗ те, ахӑлтатса кулса, инкӗшӗ пек юрласа ячӗ: «Подпоручик! Карап тепӗр еннелле тӳннипе шӑтӑк шыв ҫийӗнчен 5-6 фут ҫӳлелле хӑпарнӑ, — акӑ мӗншӗн «Вальдек» путман. Ерошка патӗнчен Лукашка килне кайрӗ. Ача пек, тап-таса тӳпеллӗ те ним хускалман сулхӑнтарах сывлӑшлӑ шуҫӑм килсе ҫитнӗччӗ, ҫуталатчӗ. Темиҫе минута иртсен, алӑкра каллех Зеб Стумп курӑнса кайнӑ. Варенька мӑнаккӑшӗн ӗҫӗ ҫине пӑханҫи тӑвать пулин те, вӑл та, ыттисем те ман ҫине пӑхса, эпӗ мӗн каласса кӗтнине лайӑхах сисрӗм; мана экзамен партарнине, манӑн хама май пур таран лайӑх енчен кӑтартмаллине туйрӑм эпӗ. Вӑл ятпа вара хӑлхана питех килӗшмен сӑмахсем ҫыхӑнса тӑнӑ. Тӗтре вара тӳпене, тавракурӑма хупӑрласа ҫӑралсах пычӗ, вӑл пӑрахута та хупласа илчӗ. Эсӗ маннӑ пулсан, мана — колхоз председательне — манма юрамасть. Суднӑна пур енчен те хатӗрлесе ҫитерес тӗлӗшпе Джон Мангльсан тем чухле ӗҫ пулсан та, ҫапах та вӑл Эдуардпа Элен Гленарвансем валли яхта ҫинчи уйрӑм пӳлӗмсене тивӗҫлӗ хатӗрлеме кирли ҫинчен манмарӗ. Лятьевскине сайра-хутран пакетсем кӳре-кӳре паркалаҫҫӗ. Анчах ҫилӗн усси вӑл ырӑ кӑмӑллӑ пулса, типсе ларакан ҫӗре ҫумӑрпа лӳшкентерсе пысӑк юханшывсене юхса кӗрекен пӗчӗк юханшывсен пуҫламӑшне пани кӑна-и-ха? Джон Мангльс капитан ун ҫинчен ҫийӗнчех яхта хуҫине систерчӗ. Эсӗ, председатель, пире картпа ан тӗк! Ращаран тухсанах, Кистенёвкӑн йывӑҫ чиркӗвӗ тата ватӑ ҫӑкасем хупласа тӑнӑ масар курӑнса кайрӗ. Пӗрре вӑл, ура ҫинче тӑма вӑй ҫукраххине кура, ним тума аптӑраса ҫитнипе, пӗчӗк ҫеҫ урапине сарайне лартса хӑварнӑ та кунӗпе ӳпке-пӗвер таврашӗпе сутӑ тӑвакан Роза лотокӗ тавра тата хула варринчи пасарта, хупахсем умӗнче сӗнксе ҫӳренӗ. Ӑна Джо хӑвалама пуҫларӗ. Сӑвӑсӗ каллех чупма тытӑнчӗ, — экватор урлӑ Том еннелле яра пачӗ. Петров ним тума пӗлмесӗр, алӑк патӗнче пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑчӗ, анчах Мересьев, ҫывӑракансем ҫине пусасран асӑрханса, сӗтел патнелле утса кайрӗ. Нумаях пулмасть тытса хупнӑ хресчен ҫинчен шутлӑр. Салтакӑн тӑхлан евӗр тӗссӗрленсе, шыҫӑнса кайнӑ куҫӗсем вылякаласа илчӗҫ: хӑйӗн офицерне палларӗ пулас, вӑл. Вӗсем ҫав-ҫавах, паҫӑрхи пекех, утмӑл ҫиччӗ. — Давыдов юлташ!.. Ӑнланатӑн-и? — апла-тӑк, ан шарла! Тӑнӑҫ ҫывӑр, ман савӑнӑҫӑм, ҫывӑр, ман хаклӑ чечекӗм!.. Анчах эпир ӑна сывататпӑр: ҫакна сире шантарса калатӑп. Феничка ачана илчӗ. Стручков пӗрре аэродром ҫийӗпе вӗҫсе ҫаврӑнса темиҫе хутчен хитре виражсем турӗ, ҫунат урлӑ ҫаврӑнса илчӗ, пур упражненисене те пит те ӑстан туса куҫран ҫухалчӗ, унтан сасартӑк шкул ҫурчӗ хыҫӗнчен ыткӑнса тухса, мотора урнӑ пек кӗрлеттерсе, аэродром ҫийӗпе чи пысӑк хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе иртрӗ, — самолёт кустӑрмисемпе аялта кӗтсе тӑракансен картузӗсене кӑшт ҫеҫ перӗнмерӗ. — Акӑ! — терӗ Тимур. Ҫиелтен слива тата миндаль чечекӗсемпе витсе лартнипе пӗчӗк садсем пек курӑнакан танксем вирхӗне-вирхӗне иртеҫҫӗ, пӑхмалли хушӑксенчен ту ҫинче ӳсекен тюльпан букечӗсем курӑнаҫҫӗ. Тӗрлӗ шкулсенчен мӗнле кирлӗ ҫапла вӗренкелесе тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав ҫамрӑксем мӗн виличченех ӗҫкӗ-ҫикӗсенче савӑнса, картла выляса, ытти тӗрлӗ вӑйӑсенче алхасса пурӑнаҫҫӗ. Актеон ӑна ҫурӑмӗ ҫине ҫакрӗ; ҫапла майпа ун юлташӗсен аллисем пушанчӗҫ. Ҫак инкек ӑна хурлантармарӗ тени Бенедикт пиччене хытӑ чунлӑ тесе айӑплани пулӗччӗ. Ватӑ амӑшӗ, унӑн шыҫса кӳпченӗ урисене икӗ эрне хушши пӗҫертсе, эмелсем сӗрсе лутӑркарӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр уйӑхран Корчагин туясӑрах ҫӳрекен пулчӗ, кӑкӑрӗнче савӑнӑҫ вӗреме пуҫларӗ, тӗксӗмленнӗ кӑмӑлӗ каллех тул ҫутӑлнӑ пекех ҫутӑлса кайрӗ. Эсӗ Наталья пирки ҫакӑн пек калаймастӑн, анчах ҫынсене ун пирки тӗрӗс каланӑ: килти машина, тенӗ:— Ҫаплах каланӑ-и? — кичеммӗн ыйтрӗ Петр. Эпӗ Овсяникова хирӗҫ: тен, Любозвонов сывмар пуль, терӗм. — Э, Марко бай, ыйтса пӗлме кӑштах манса каяттӑм, — сӑмах хушрӗ сасартӑк темӗн асне илнӗ тухтӑр, — каҫхине сан патна пӗр ҫамрӑк ҫын чарӑнмарӗ-и? Мӗн эсир унӑн чӗлхи ҫине ура пуссах пыратӑр ҫак? — тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ Балабин, унӑн шакмак чул евӗрлӗрех ҫаврашка шакла пуҫӗн йӑлтӑркка тӳпине пӗр самантрах кӑваккӑн курӑнакан хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ. Алӑка хупласа тӑракан арчана пӑшал кӳпчекӗсемпе ҫапса ватма пуҫларӗҫ. Эсӗ кай-ха, кӑштах лӑплан, шухӑшлакаласа пӑх, каҫхине вара ячейкӑна килӗн те эпӗ тӗрӗс тунине каласа парӑн, факт. — Ҫалла кирлӗ вӗсене! — ырласа пӑшӑлтатса илчӗ Сизов. Вӑл хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗн ҫыннисене пулӑшӑва чӗнчӗ, хӑйӗн мӗнпур пек укҫине парса карап туса хучӗ, вара, хӑйпе пӗр шухӑшлӑ ҫынсенчен команда пуҫтарса илсе, Лӑпкӑ океанӑн пысӑк утравӗсене пӑхса ҫӳремешкӗн кайрӗ. Ачисене вӑл ашшӗпе пӗр тӑванӗн хӗрӗ патне хӑварчӗ. Огонь! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ пӗри. — Ун пек калама юрать-и вара? — тесе ыйтаттӑм эпӗ вӗсенчен. — Итле, Гек, эпӗ сана уншӑн хамӑн шӑла паратӑп. — Кушак аҫи мӗне те пулин ӳкерчӗ пулас. Ку тӗлӗшпе Гусев пӗртте иккӗленмест. Ну, кун ҫинчен ҫитӗ! Паллах ӗнтӗ, шыв чакма тытӑниччен малтан юхӑм лӑпланса пырса шыв чарӑнса ларать, вӑл тинӗссенче те прилив пӗтсе отлив пуҫланиччен ҫавӑн пек пулать. Самолёт вӑрман варринчи вӑрӑм кӳлӗ-ҫинчи пӑр ҫине ларнӑ. Унта хӑйӗн хуйхи ҫинчен каласа пачӗ. Хӑш чухне ҫав пӑс сирӗлетчӗ, вара эпӗ хама вырӑн ҫинче кураттӑм, ман ура айӗнчӗ темиҫе хут тӗрлӗ тӗслӗ минтерсемччӗ. Ун патне ҫитсен, Оленин хӑйне старик кӑтартакан ҫын ури йӗрне курчӗ. — Хӑратӑп. Ҫӑлтӑрсем пире куҫман пек кӑна туйӑнаҫҫӗ иккен. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӗсем питӗ хӑвӑрт куҫса ҫӳреҫҫӗ, анчах пирӗнтен вӗсем ытла аякра, ҫавӑнпа вӗсем куҫса ҫӳренине асӑрхаймастпӑр. Темиҫе ҫӗр ҫул хушши астрономсем ҫӑлтӑрсем пирӗнтен мӗн чухлӗ аякра иккенне пӗлесшӗн пулнӑ, анчах ниепле те пӗлме пултарайман. — А сирӗн япалӑрсем ӑҫта? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл Володьӑран, ун умне чарӑнса тӑрса. — Манӑн-и? Ирпе вӑл пиҫнӗ чӗкӗнтӗр ҫиме юратать, чарӑна пӗлмесӗр элек сарать те, тӗлӗнсе тӑмалла кӑра ятлаҫма пӗлет, кирек мӗн тусан та унӑн пит-куҫӗ пӗр пек хытса тӑрать, ун пек тума хӗрарӑмран урӑх никам та пултараймасть ҫав. Чи ирсӗр ыйтусем парать. — Апла вӑл тӗрӗсех иккен? Ку ушкӑн Тосун-бей ушкӑнӗ пырасса шӑпах кӗтсе тӑратчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, Тосун-бейӗн икӗ пин ҫынлӑ ушкӑнӗ ыран Клисурӑна тапӑнмалла. «Шӑнкӑрава» мӗнле каланине пӗлетӗр-и тата? Вирелле тураса якатнӑ кӑтраланса тӑракан хуп-хура ҫӳҫӗсем хура сатин кӗпин тӑратмалла ҫӗленӗ ҫухи таранах усӑнса аннӑ. Ҫав сывлама чарӑнса кӗтсе тӑнӑ вӑхӑтра ватӑ кӗсре сасартӑк урса кайнӑ, вӑл Зеб Стумпӑн кӗсри пулнине пурте пӗлсе тӑнӑ. Лётчиксем савӑнчӗҫ: инициативӑна каллех нимӗҫсем хӑйсен аллине илнӗ пулсан та, Хӗрлӗ Ҫар чакма мар, хӑй наступлени тума хатӗрленнӗ. Кунта чее тискер кайӑк каҫса кайнӑ. Хӑйӗн йӗрне пӑтратас тесе, вӑл ури ҫине урине пусса ӑнланмалла мар ункӑсем туса пынӑ. Тӗрӗссипе, вӗсем ырӑ кӑмӑллӑ тискер кайӑксем, — вӗсенчен хуть те хӑшне те ача пек култарма та йывӑр мар, вӗсенчен хуть те хӑшӗ те ӑслӑлӑхпа телей шырани ҫинчен, ырӑ кӑмӑлпа ырӑ ӗҫ туни ҫинчен каланисене ача пекех ӗненсе итлеме те пултарать. — Юрӗ-ҫке, эппин. Вӑл ҫырана пӗччен тухнӑччӗ те тӗмсем хушшинче мӑйракине тӑратса тӑракан каама патнелле йӑпшӑнатчӗ. Феничка хӑй шухӑшӗпе Павел Петровича Базаров мӗнле ҫавӑрнине аллисемпе туса кӑтартрӗ. Базаров кулса ячӗ. Гриша Гвоздев, кичемлӗх пуснипе тӗлӗрнӗ пек пулса, ним чӗнмесӗр выртрӗ. — Юрӗ, — терӗ Айртон, урӑх хистесе тӑмасӑр. Халех чакма тытӑнмалла. — Хуть те мӗн шухӑшлӑр, анчах эсир кайсан мана тунсӑх пусать. Унӑн килӗнче — унпа хӑйӗнпе — ху пӗлетӗн, санӑн аҫу йӑпанса пурӑннӑ. Пурте ҫул ҫине тапранчӗҫ. Пӗр ҫур сехет кайсан, ҫул ҫинчи ҫынсем акӑнакан ҫӗрсен лаппине ҫитрӗҫ. Ним уссӑр выртакан ҫеҫенхирсем труках культурӑллӑ хирсене куҫни сайра тӗл пулать. Хӗвел ҫӳлте мар ӗнтӗ, вӑл сылтӑмра, Кунцево садӗнчи ватӑ йывӑҫсем тӗлӗнче тӑрать, йӑлтӑртатакан хӗрле ҫаврашкан ҫуррине ҫутта кӑлари-кӑларми сӑрӑ пӗлӗт хупланӑ; тепӗр ҫурринчен вутлӑ пайӑркасем темиҫе пай пулса сирпӗнсе тухаҫҫӗ те садӑн ватӑ йывӑҫҫисене тӗлӗнмелле йӑмӑх ҫутӑпа ҫутатаҫҫӗ, йывӑҫсен ним хускалми ҫӑра туратлӑ симӗс тӑррисем тӳпен ҫуталнӑ таса пайӗ тӗлӗнче йӑлтӑртатаҫҫӗ. Тӳпен ҫак хӗрринчи йӑлтӑркка ҫути. Устинӑн кулнӑ чух ҫӗкленнӗ куҫ харшисем усӑнчӗҫ те, сӑмса кӑкӗнче каллех пӗр тӳп-тӳрӗ те шӑртлӑ йӗр пулса тӑчӗ: — Канмалли кунсем ҫинчен каларӑм та, тӳрех кулак хӳрешкипе контра шутне кӗтӗм-и? Аташни ку! — Каласа паччӑр: партие хирӗҫ кӗрешме пӑрахаҫҫӗ-и вӗсем е ҫук-и? — Калаччӑр: партие хирӗҫ декларацие кам ҫырнӑ! Унтан хӑраса кӑшкӑрса янисем, ҫавӑн хыҫҫӑн йытӑ вӗрни илтӗнсе кайнӑ. Ефрейтора урӑх вырӑна куҫарнӑ, вӑл Светланӑна хӑйӗн тусне парса хӑварнӑ, Светлана кунта та хирӗҫ чӗнмен; хирӗҫлеме те шухӑшламан, хыпара ним пулман пек йышӑннӑ. Анчах уншӑн Метеорологи сержанчӗ патне савӑк кӑмӑллӑ та хаваслӑ ҫыру кайрӗ. Джордано ҫав кӗнекене библиотекӑн вӑрттӑн шӑплӑхӗнче е хӑйӗн кельине питӗрӗнсе тӗпчесе вӗренет, вара вӑл ҫӗнӗ системӑн уҫӑмлӑхӗпе ансатлӑхӗнчен тӗлӗнсе каять. Яков Лукич кӗскен каласа пачӗ; хӑй енчен ҫапла ыйтрӗ: — Сирӗн ӗҫӗрсем еплерех ӑнса пыраҫҫӗ тата? Акӑ ҫурхи ӑшӑ ҫил вӗрчӗ те тӗтрене сирсе ячӗ. — Унсӑр пуҫне, кӗвӗҫме те ӑмсанма пуҫлӗҫ, эпӗ ҫапла каланӑ пулӑттӑм — хӑвӑршӑнах лайӑх мар: темле реклама пек пулса тухать. Ирхине кӑна вӑл, питне ҫуса, ҫӳҫне тураса якатнӑскер, хӑйӗн сухалне хыракан хӗрарӑм-парикмахертан ҫине тӑрсах — ҫанталӑк лайӑххи-лайӑх марри ҫинчен, уяв кунӗнчи Мускав мӗнли ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, урамсенче баррикадӑсене сӳтме пуҫланӑшӑн савӑнчӗ, ҫак ҫурхи йӑлтӑртатса тӑракан, ҫав тери ырӑ кун демонстраци пулманшӑн шеллерӗ, уяв майӗпе хӑйӗн пичӗ ҫинчи хуратут паллисене пудрӑпа витсе хума тӑрӑшнӑ Клавдия Михайловнӑран кулкаласа илчӗ. Тата мӗн ҫырас-ха? Вӑл мана паллӑ, — пурӑнасшӑн мар… Урисене ҫемҫен пусса, Луиза чул пусмапа анчӗ, садала шӑвӑнса кӗрсе кайрӗ, мрамор статуйӑсем ҫумӗпе, тӗмӗсем витӗр хуллен утса, тополь айне пырса лекрӗ. Вӑл сӑнӑпа чикнӗрен, пуля лекнӗрен тата йывӑр палашпа ҫапнӑран вилмеллех аманнӑ мӗн; вӑл чаплӑран та чаплӑ козаксенчен пӗри пулнӑ, хӑй атаман пулса ертсе пынипе тинӗс ҫинче нумай поход туса ирттернӗ; анчах чи чапли вара Анатоли ҫыранӗсем патне тунӑ поход пулнӑ. Ӑнӑҫу пулман хыҫҫӑн унӑн ӗнтӗ ҫав тӗлӗшрен хӑюллӑх ҫитеймест. Карланкӑ тарӑнӑшӗнче-тачкӑшӗнче вертикаль каналсем шӑтара-шӑтара тухнӑ. Гленарван ирхи апат валли чӗр ҫимӗҫсем суйласа ӑна пӗҫерсе хатӗрлеме Ольбинета пачӗ. Айӑккинчен пыр, тӗрт ӑна, тӗрт. Мӗн тума килтӗн тата, хутор атаманӗ? Ҫыннисем ӑҫта кайнӑ-ха? Уйӑрӑлса кайнӑ чухне Тоня ӑна килкелесе ҫӳреме ыйтрӗ. Иртнӗ кунсем те, пулас кунсем те пӗтсе ларчӗҫ, такампа темшӗн Франкфуртра ҫапӑҫмалли ҫеҫ юлчӗ манӑн», тесе шухӑша кайрӗ. — Ответ илтӗн-и? ЦИК-па Халӑх Комиссарӗсен Совечӗн постановленийӗ тухнӑччӗ ӗнтӗ, анчах унта та ку тӗлӗшпе турех ҫапла каланӑ: икӗ ҫуллӑха хупса лартмалла, ҫӗрсӗр тӑратса хӑварма юрать, усал туса хӑтланаканнисене крайран пуҫӗпех кӑларса ямалла, тенӗ. Ярцев вара, кӑкӑрӗпе щель хӗррипе выртса, курӑксенчен тыта-тыта тухма хӑтланса пӑхрӗ, анчах аллисенче пӗр вӑй та ҫук иккен. Эпӗ, аллӑма кӗсьене чиксе, тухса каятӑп. Анчах пӗрремӗш юланучӗ ӗнтӗ уҫланкӑ кукринчи хура мӗлкесем тӗлнелле кӗрсе кайса, куҫран ҫухалнӑ. Пуҫпа шутласа ӑнланас пулать ӑна. Мӗн курӑнать кунтан? — Тинӗс еннелле-и? — тӳрех ӑнланаймарӗ вӑл. Ҫӗр те ура айӗнчен таҫталла шуҫса кайма пек туйӑнать. — Ҫапла, ҫапла, ҫапла, эсир ан кулӑр, граф. — Пурнӑҫӗ ҫакӑн пек… — Мӗн? Унӑн законӗнче каланӑ… Авалхи юрӑ. Яков диван ҫинче чӗлӗм туртса выртнӑ, вӑл хӑй пуринпе те тӑраннипе, тек нимӗн те тӑвас килмен туйӑмпа киленнӗ; ҫак туйӑма вӑл пурнӑҫра нимрен те хакла хунӑ, уншӑн пулсан, пӗтӗм пурнӑҫ тӗллевӗ ҫакӑнта пулнӑ. — Пӗр хӑюллӑ этем Лӑпкӑ океанӑн утравӗсенчен пӗрин ҫинче ҫӗнӗрен Шотланди уҫма шутланӑччӗ. Вудли Пойндекстер лӑп ӗнтӗ ҫав темӑпа калаҫасран пур майпа та пӑрӑнма тӑрӑшнӑ. Урӑх юрӑсем те юрлаҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ марскерсене, анчах кӑна — ыттисенчен ытларах юрлаҫҫӗ. Летчик хаваслӑн шӑхӑрса илчӗ: — Ну, авиаци историйӗ… «Врачран хут парӑр», тет. Час-часах вӗсем, ҫилленсе, пӗр-пӗринпе килӗшмеҫҫӗ, пӗр-пӗрне темшӗн айӑплаҫҫӗ, кӳренеҫҫӗ, унтан каллех тавлашаҫҫӗ. Вӗсем ӗнтӗ пире йӑлтах таткаласа ҫурса тӑкӗҫ, тетпӗр. Хӑна кӗртме юратакан хуҫа пек пулса, Кастро ӑна хӑй вырӑнне парӗ, хӑй тултах ҫӗр каҫӗ. — Акӑ манӑн условисем: эсир паянах халӑх куҫ умӗнче хӑвӑр сӑмахӑра элеклени пулчӗ тесе йышӑнӑр, манран каҫару ыйтӑр. Эпӗ пӑхӑрҫӑран: — Сирӗн ӗҫ ҫук-и? — тесе ыйтрӑм. Юланутҫӑсем ҫаврӑнкаласа ҫӳрекелерӗҫ те таҫта сиккипех вӗҫтерчӗҫ. Ытах та вӑл вӗсем патне пырсан, шӑлйӗренсем:— Ну-ка, ахӑр самана ҫинчен каласа пар-ха! Хӑйӗн шухӑшӗсем ӑшне путнӑскер, вӑл йӑрӑст тӑсӑлса тӑракан лётчиксем ҫумӗпе икӗ хутчен вӑркӑнса иртсе кайрӗ, унтан вӗсен тӗлӗнче тӑп! чарӑнса тӑчӗ те, пуҫне ҫӗклесе ыйтуллӑн пӑхрӗ. Анчах вӑл географ каланинчен мӗн те пулсан ӑнланчӗ-ши, — кӑна тавҫӑрса илмешкӗн мӑйӗ те ҫук. Географи урокӗ ҫур сехете яхӑн тӑсӑлчӗ. Юлашкинчен, Паганель чӗнми пулчӗ, йӗп-йӗпе пичӗсем ҫинчен тарӗсене шӑлса илчӗ те патагонец ҫине пӑхрӗ. — Ҫапла, ҫамрӑклӑх, мухтавлӑх, хӑюлӑх. Эсӗ те ҫаплах шутлатӑн; ан тун — эсӗ ҫапла шухӑшлама тивӗҫлӗ. — Миллион хыҫҫӑн мӗн пырать? — тесе ыйтать вӑл шкултан таврӑннӑ Вильран. Ун умӗнче пӗлӗт хӗррипе кӑвак тӗтре сарӑлса тӑнӑ — вӑл инҫе те мар ларакан вӗт вӑрмантан хӑпаракан пӑссем пулнӑ. Сирӗн ӗҫӗр татӑклӑ ӗнтӗ. Эпӗ таса мар урай тӑрӑх «савӑнӑҫ валли пурӑнакан хӗрсем» урисемпе кахаллӑн кӑштӑртаттарса шунине, купӑс йӑлӑхтармалла нӑйкӑшнӑ е ванчӑк пианинӑн хӗлӗхӗсем тарӑхтармалла нӑрлатнӑ май вӗсен пушанса юлнӑ ӳчӗсем мӗн тери йӗрӗнмелле чӗтрени ҫине пӑхрӑм, пӑхрӑм та — манӑн темле паллах мар, пӑлхануллӑ шухӑшсем ҫуралчӗҫ. Пӳлӗмре ним йӗркесӗр кӗнекесем йӑваланса выртаҫҫӗ, пур япалана та вырӑнтан хускатнӑ, пӑтраштарса пӗтернӗ, урайне таптаса вараласа тӑкнӑ. Каллех Иван Львович ҫинчен шухӑшларӑм. Валахинӑсем пӗчӗк те таса йывӑҫ ҫуртра пурӑнаҫҫӗ, ку ҫурта картишӗнчен ҫаврӑнса кӗмелле. Ҫулра чӑнах та хураллӑ лав пынӑ, анчах ку лав вӗсем кӗтнӗ лав пулман. Эпӗ икӗ сехет хушшинче Мишка вунӑ кӗрепенке окорок хыпса ярать тетӗп! Пӗр эрне кайса пурӑнатпӑр та эпир, каллех сан пата килетпӗр. — Миссис Гленарван килеймест, — терӗ Том Аустин, тинӗс ытла та канӑҫсӑр. Никита, нимӗн чӗнмесӗр вӑрӑм аллисемпе кресло хӗрринчен тытса, хӑйӗн нӗрсӗр кӗлеткине ҫӗклерӗ те:— Митя. — Юрать, Сильвер, — ответлерӗ ӑна доктор. — Кун пек пулсан шырӑр. Анчах эпӗ сире тепӗр канаш паратӑп: мулсем патне ҫывхарнӑ чухне, сасӑсенчен сыхланӑр, — терӗ. Ҫывӑхрах ӳксе ҫурӑлнӑ бомбӑран сывлӑш хумӗ ҫапнипе темӗн пысӑкӑш итальянски чӳречесен кантӑкӗсене ватса пӑрахнӑ та, халь вӗсене фанерӑпа ҫапса лартнӑ. Ҫакнашкал пӳртре улӑмран е тинӗс курӑкне ҫуса типӗтсе сарнӑ вырӑн пур, чӳпӗкрен тӗртсе тунӑ хулӑн витӗнкӗҫ, темиҫе ҫурта тата шаккаса вут чӗртмелли ҫулу курма пулать. Енчӗкпе шӑрпӑк айӗнче Давыдов кӗсйинче тахҫантанпах йӑваланса ҫӳрекен хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ тупрӗ, ӑна табак тӗпренчӗкӗсенчен питӗ тӑрӑшса тасатрӗ те ҫав чаплах мар кучченеҫе ал лаппи ҫине хурса качака такине тӑсса париччен малтан хӑй шӑршласа пӑхрӗ. Тӗттӗм ҫӗр хуллен иртет. Вӗренмелли нумай, ҫитменнине йывӑр, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, вӗренме ӗлкӗрес ҫуккине те куратӑп, кунсӑр пуҫне хама хам вӗчӗрхенсе ларатӑп, ун пек чухне шухӑш ним ҫинче те чарӑнса тарасшӑн мар. Христоса сӑнласа кӑтартнӑ ӳкерчӗксем тӑрӑх, ун ҫинчен каласа панисем тӑрӑх амӑшӗ Христос — чухӑнсен тусӗ — капӑр тумланманнине пӗлчӗ, анчах чухӑнсем чунӗсене лӑплантарма пыракан чиркӳсенче ӑна ылтӑнпа пурҫӑн ӑшне хупса лартнӑ, — пурҫӑнӗ чухӑнлӑха курсан йӗрӗннӗ пек пулса чӑштӑртатать. Анчах вӑл йӑнӑшрӗ. Ну, мӗн тӑвӑп-ха эпӗ? Рита унӑн сӑмахӗсене ӗненмесӗртерех йышӑнчӗ. — Ну, мӗнле, Грап, — терӗм эпӗ Илинькӑна вӑл сӗтел патӗнчен таврӑннӑ чух, — сехрӳ хӑпмарӗ-и? Ыран ирхине ӑна кунта курма пултараҫҫӗ, ку вара пирӗншӗн аван мар. Хам енчен эпӗ ӑна: эсир калаҫни пӑшӑлтатса калаҫнӑ пекех туйӑнать, терӗм. Кунта икӗ ӗмӗт хуҫа пулса тӑрать: пӗрремӗшӗ — нумайрах илесси, иккӗмӗшӗ — сахалтарах парасси. Вӑл ытти хӗрарӑмсем пек хӗрарӑмах пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах калаҫма та чарӑнмарӗ: — Ахӑртнех, вӑл, хӑйсӗр пуҫне, нихӑҫан никама юратман пулас. — Сударыня! Николайпа Софья ӑна ним чӗнмесӗр, хӑйне выльӑх тесе шутланӑ тата вӑл хӑй те нумай вӑхӑт ҫавӑнпа килӗшсе пурӑннӑ ҫыннӑн кӑткӑс мар пурнӑҫӗн тарӑн пӗлтерӗшне тӗлӗнсех итлерӗҫ. Ӗлӗк ҫутӑ куҫлӑ ҫынсем нумайрахчӗ… ӗлӗк чунсем те ҫутӑрах пулнӑ… Эпӗ сире кӗскен ҫеҫ калам: пурнӑҫ пирӗн, ҫак хумханса таракан тинӗс пекех, пӗр пуса та тӑмасть!..» Путсӗр! — Ҫук-ҫук-ҫук. — Никита! — хыттӑн чӗнчӗ становой, каялла ҫаврӑнса пӑхса. Ку тӗрӗсси пирки нимӗнле иккӗленӳ те ҫукчӗ ӗнтӗ. Хам курнӑ Ленинград ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, Катьӑна шӑпах Ярославльте шырамаллаччӗ манӑн. Сарайне илсе кайса хуп та мана, милиционер киличчен питӗрсе хур, эпӗ кӑштах ҫывӑрса илем. Пурӑнма ҫук, тет… Алӑкне пӗр сӑлӑппа кӑна питӗрнӗ иккен, кантӑкӗсем пӗр хут ҫеҫ. Ача кӑна эсир! Ҫав сукмак ту ҫинелле хӑпарса пытанмалли пӗртен пӗр ҫулччӗ. Фома хӑй тавра пӑхса илнӗ: паҫӑрхи пекех, пахчара никам та пулман, сывлӑшра ҫав-ҫавах чансен янӑравлӑ калаҫӑвӗ юхӑнса тӑнӑ… Анчах вӑл мана ответ пама ӗлкӗреймерӗ. Вӑл вӑрансан, пӗр саса та кӑларман, хускалман та, ҫитменнине тата куҫӗсене те уҫман. Ҫуркунне ҫӳрекен ҫутӑрах китель тата ҫавӑн пекех картуз тӑхӑннӑ Сталин стена ҫумӗпе лартса тухнӑ ҫӳллӗ йывӑҫсене кукӑртарах аллисемпе хытӑ ярса тытнӑ виноград тӗмӗсем ҫумӗнче ватӑ пахчаҫӑпа юнашар тӑрать. Амӑшӗ, ӑна итлесе, ирӗксӗрех:«Нумай пӗлместӗн эсӗ», — тесе шухӑшларӗ. — Килех, малалла иртсе лар. Хам патӑма илсе кайӑпӑр. Хамӑр пӗр-пӗрне курайманнинчен тӗлӗнетӗп эпӗ. — Эпӗ сире ӑнланаймастӑп. Ҫуркунне Хӗвел Ывӑлӗ уя чи малтан тухать, ҫӗре тӑватӑ вӑкӑрпа сухалать те маис вӑррисем акать. Хӗр каялла ҫаврӑнчӗ те чӳрече янаххи ҫумне сӗвенсе тӑчӗ. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — васкатрӗ Геркулес та. — Ах, эпӗ мансах кайнӑ, — терӗ атте кӑмӑлсӑррӑн хулне сиктеркелесе тата ӳсӗркелесе: — эпӗ Епифановсем патне паян ҫитме пулнӑччӗ. Маттур ҫынӑн телейӗ ҫук-им? — Пӗтӗм яла пӗтерчӗҫ. Ку минутлӑх vertige кӑна пулчӗ… Сӗм тӗттӗм ҫӗр. Енчен ҫынсем хӑйсен пурнӑҫ тӗллевӗсемпе, хӑйсен шухӑш-кӑмӑлӗпе пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫав уйрӑмлӑх ҫынсен тулаш енӗнче те палӑрать. Морякӑн йывӑр ӗҫӗ ӑна пурнӑҫри хиврелӗхсене хирӗҫ тӑмалӑх пиҫӗхтернӗ ӗнтӗ. — Эсӗ ку ӗҫе чӗререн юратса тытӑнтӑн-и е расчётпа-и? — тесе ыйтать вӑл Ромаҫран. «Ҫӗр хӑвӑлӗ» тенӗ сӑмах куҫпа пӑхса илейми пысӑк уҫланкӑшӑн килӗшсех каймасть, анчах ҫӗр чӑмӑрӗ ӑшне хӑюллӑн анса кайнине хаклама ҫыннӑн чӗлхинче сӑмахсем те ҫителӗклӗ мар. — Ав, мӗнле иккен, тухса ӳкрӗн-и?.. Ката ытла сайраччӗ, чугун ҫулне ҫитиех уҫӑ вырӑнччӗ, ҫавӑнпа нимӗҫсем пире асӑрхама та пултаратчӗҫ. Анчах пурте йӑнӑш шутланӑ. — Тавтапуҫ, Айртон, — терӗ Гленарван. Пурте ун ҫине пӑхса, пуҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе, ним чӗнмесӗр ларчӗҫ, сӑн-сӑпачӗсем пурин те пӗрешкел, куҫӗсем суккӑр. Воропаев пӗр каҫрах питӗ нумай япала ҫинчен пӗлчӗ, ҫавсем ҫинчен Корытов тавҫӑрса илес те ҫук. Ергушов урисене хӑй айне хурса ларнӑ; вӑл, Лукашкӑна вырӑн парас тесе, кӑшт айккинерех пӑрӑнчӗ. Вулаканӗ, кунта ҫитсен, сӑмсине шӑнкартма тесе кӑштах чарӑнса тӑчӗ, судья аллисене тӗлӗннӗн тытса, хӑй ӑшӗнчен «епле вичкӗн перо! тупата! Халӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, ишме юрамасть мӗн. Анчах ҫыран хӗррине мӗнле майпа ҫитес-ха? Эпӗ — таркӑн, хӑравҫӑ. Кӳме чӳречинчен ҫыхӑпа бутылка тытнӑ алӑ курӑнать; Василий ларса пынӑ ҫӗртенех тӗлӗнмелле ҫивӗчлӗхпе ларкӑч ҫинчен сиксе анать те пирӗн валли пӳремечсем тата квас илсе килет. — Улпут майри патне кайрӗ, Василий Николаич. — Ҫут тӗнчере пурӑнма питӗ лайӑх, — ответлерӗ вӑл, унӑн сасси епле илтӗннинчен мана тӗттӗмре унӑн ачашлакан савӑк куҫӗсем ачалла кулли курӑннӑн туйӑнчӗҫ. Унтах ӳпӗннӗ повозкӑсемпе машинӑсем выртаҫҫӗ, сӑртсем ҫинче вара — виле тӑприсем ҫине ретӗн-ретӗн лартса тухнӑ хурӑн хӗрессем курӑнаҫҫӗ. — Мӗн пулнӑ сана? — Вӑл, паллах, суккӑр ӗнтӗ, — тет хӑй пӗрмай. — Эпӗ сире ним те каласа параймастӑп. Савӑнӑҫлӑ ҫимӗк кунӗнче мана, чирлӗ шучӗпе, кӑнтӑрларанпа хамӑн мӗнпур ӗҫрен те хӑтарчӗҫ, эпӗ вара денщиксем шутне кухнясене кая-кая ҫӳрерӗм. Сан мар мана командӑлама? Дама кӑмӑлӗ хусканнӑ пек туйӑннӑ. Марийка шанчӑклӑ хӗрача-ха, ун пирки вӑл иккӗленмест, анчах хӑй пӗлтермелли хыпарне вӑл ӑна ҫапах та каламарӗ, хӗрача хӑй уҫӑ кӑмӑлне пула пӗр-пӗр инкек кӑтартма пултарасран сыхланчӗ. Тарӑн ыйхӑран вӑраннӑ пекех пулчӗ Огнянов, хӑй аташса кайнине тин кӑна тавҫӑрса илчӗ. — Ҫук, суясса вӑл суймасть; куншӑн чӑннипех те мӗн-тӗр тивӗҫет, анчах ҫакнашкал хӑрушшиех мар ӗнтӗ… Тӑшман картине ҫакланнисен ҫапах та пӑртак чӑтма пулать-ха. «Эпӗ вӑл мӗне те пулин сутнӑ тесе каламастӑп, эпӗ вӑл вӗсем патне куҫса каҫнӑ терӗм ҫеҫ!» Ҫакна эп Иванчо умӗнче каласа кӑтартасшӑн пулмарӑм. Пӳлӗме каллех ҫынсем кӗрсе тулчӗҫ. Вӑл ӑна Алексей тухса кайнӑ хыҫҫӑн комисси членӗсем нумайччен ун ҫинчен калаҫни ҫинчен, военврач: Мересьев — тӗлӗнмелле йӗкӗт, тен вӑл — кам пӗлет! — чӑнах та вӗҫекен пулӗ, — вырӑс ҫынни мӗн кӑна тума пултармасть вӑл, тени ҫинчен каласа пачӗ. Кам эс? Калимера, Селкаш! Паян, вашбородие, — хушса хучӗ вӑл вӑрӑмрах сасӑпа, ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ май, — пӗр вӗҫӗмсӗр ҫунтарма тытӑнчӗ, ҫине-ҫинех бомба, май мар вӗт, бухтӑна ҫити кӗрслеттерет; паян, ача, чӑтма ҫук ҫунтарать, аптриш… Салтак малалла мӗн-мӗн каланине илтме май пулмарӗ; анчах мӗн каласси сӑнран пӑхсах паллӑ, вӑл мӗнлерех ларса пынине курнипех тавҫӑрса илме пулать, хӑй асапланнӑран, кӑштах тарӑхса калаҫать вӑл, паллах, ырринех каламасть ӗнтӗ. — Эсӗ ху мӗнле вырнаҫни, хӑвна мӗнле кӗтсе илни ҫинчен ҫырса яр, — терӗ ӑна Мересьев. Ӑна кирлӗ мар ҫӗртен хӑй патне делегаци тухса тӑни ҫилентерсе ячӗ. Кӑмӑла килекен кирек мӗнле савӑк япала та ӑна чунтан хӗпӗртеттерет. «Чарӑн ӗнтӗ, ашкӑнчӑк!» — тавӑратчӗ ӑна Марыся. Вӑл вара питӗ хӗпӗртетчӗ, хӑйне Ясек, ташлама тесе, урай варринелле сӗтӗрсе кӑларнӑ чухнехи пек, аллипе питне хупласа: «Кай-ха, кай, эпӗ вӑтанатӑп!» — тенӗ чухнехи пек хӗпӗртетчӗ. Сид савӑннипе ӗхӗлтетсе кулса илчӗ. Амӑшӗ Софья ҫине шанмасӑртарах пӑхса илчӗ, лешӗ ҫав вӑхӑтра, пирус тӗпне пӑрахмалли вырӑн шыраса, унталла-кунталла пӑхкаларӗ те ӑна чечек чӳлмекӗнчи тӑпра ӑшне чиксе лартрӗ. Вӑл пире тара тытрӗ. Раксем ҫиеҫҫӗ… Темӗскер, лайӑх мар япала пулни паллах; пысӑк площадьре, урамсенче вилнӗ пек шӑп, вӗсенче пӗр чӗрӗ чун та ҫук. Унтан вӗсем мана баркас ҫине лартрӗҫ те, карап ҫинчен пӗр лигӑна яхӑн курӑнакан ҫыран патнелле ишсе кайрӗҫ. — Ыран Аҫтрӑхана ҫитетпӗр… — пӗлтернӗ пӗрре ашшӗ. Базаров, хӑй умӗнчи пурҫӑн платье ҫинҫе сасӑпа чӑштӑртатнине итлесе, куҫӗсене ҫӗклемесӗр ун хыҫҫӑн хӑвӑрт утса пычӗ. Эсӗ мана ху патӑнтан ярас мар тетӗн пулсан, ун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. Фома шӑппӑн, сывламасӑр, алӑк ҫумнех пырса тӑнӑ… Темиҫе самантран унӑн тутисем ҫамрӑк кандидатӑн сухалсӑр, тусанланнӑ та хӗвелпе пиҫсе хӗрелнӗ питҫӑмарти ҫумне ҫыпӑҫрӗҫ. — Мӗн тӑватӑн кунта, тӑванӑм? Сӗтел хушшинчен иксӗмӗр пӗтӗмпех ҫывӑх ҫын пулса, туслашса тухрӑмӑр. Юлашкинчен, ытларикун, июлӗн 8-мӗшӗнче, тӑват уран упаленкелесе ни вилӗ, ни чӗрӗ хӑмӑр йӑнӑш кайнӑ ҫул юппине ҫитсе тухрӑмӑр. Е хӑш-пӗрисем ҫеҫ кайсан, ӗненӗр мана, Сильвер вӗсене, йӑваш сурӑхсене илсе килнӗ пек, пурне те илсе килӗ, — терӗ капитан. — Ну, тавтапуҫ. — Сире мӗн тума кирлӗ вӑл, Павел? Печорин ӑна асӑрхаман пек тӑвать; эпӗ сӑмаха урӑх еннелле пӑрма тӑрӑшатӑп, вӑл пур — куҫ кӗретех пирӗн сӑмаха Казбич лаши ҫинех сулӑнтарать. — Э, мӑн кӑмӑллӑх! «Ку эпӗ» тесе кӑшкӑрмарӑм-им сана? — Лавка тытакан арӑм вӑл — аскӑн хӗрарӑм, эпӗ — ун пек-и мӗн? Пире Европа пулӑшать. Пӗрре Фома, сакӑр ҫулхи ача, ӗҫре вӑрах ҫӳренӗ хыҫҫӑн тин ҫеҫ киле таврӑннӑ ашшӗнчен:— Ӑҫта пултӑн? — тесе ыйтнӑ. Вӑл шӑппӑн ҫеҫ цепь тӑрӑх пӗр-пӗр команда ларсанах, пурте хыпаланса вӑл мӗн хушнине тунӑ. Ну, — ыран мар тӑк, тепӗр эрнерен. — Кӑштах табак памӑн-ши эсӗ мана, Джек, эпӗ халь кӑна Бен Томсӑна хамӑн юлашки чӑмлаклӑх юлнине патӑм, — тет ҫавӑн пек юлхав этем. Ялан пекех ҫапла суять-ҫке; ку суяна ют ҫын ӗненме те пултарать, анчах Джек кунти ҫын, ҫавӑнпа вӑл акӑ мӗнле тавӑрать: — Эсӗ ӑна табак панӑ-и? Ҫурхи шывсем тата ҫуллахи ҫумӑрсем варсене алтаҫҫӗ, — каллех ҫӗр шывалла юхса каять! — Хаклӑ Эдуард, эпир кунта ҫавӑншӑн ҫунса тӑратпӑр та, — терӗ ӑна Элен. — Пуринчен малтан, — терӗ малалла Гленарван, — эпир ку документа виҫӗ пай тӑвӑпӑр: пӗрремӗшӗ — эпир пӗлнисем, иккӗмӗшӗ — шайласа илме майпуррисем, виҫҫӗмӗшӗ — паллӑ маррисем пулаҫҫӗ. — О, ҫук-ҫук, ҫырлахӑр. Аппана каларӑн-и эсӗ? Ҫаксем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ. Пухура ҫапла йышӑнчӗҫ: Пӑван Тосканӑна тӗрӗс-тӗкел ҫитнине пӗлмесӗр, полици ан сӑнатӑр тесе, малашне каҫхине пухӑнсан вӑрах лармалла мар, терӗҫ. — Озеров сассине хӑпартрӗ, мӑшкӑласа каларӗ: — Хӗрхенмесӗр ывӑннӑ-ҫке вӑл! Курӑнакан тӗнчене этем витӗр ӑс-тӑн юхӑмӗ куҫать. Ыйтатпӑр! Халӗ ӗнтӗ ҫине тӑрсах сӳрелеме тытӑнмалла. Костя шарт сикрӗ… Тӗлӗкре курнӑ паллӑ — пит япӑх, апла пулсан, ҫул та ӑнӑҫлӑ пулмасть манӑн, мӗнле те пулин инкек сиксе тухатех. Вӑл мӗнпур шуйттана пӗлет, теҫҫӗ, мӗн кирлӗ, ҫавна тума пултарать, тет. Ҫӗрле ҫӗр чавнине илтсен пӗлсе тӑр, куна эпир Гекпа иксӗмӗр чаватпӑр; эпир сана ирӗке кӑларасшӑн. Ку вӑл малтанлӑха кӑна ҫапла. Кала, ирсӗр, чееленме ан хӑтлан! — Атя, Валя, лавка хупӑнать, — терӗ вӑл юриех пурте илтмелле хыттӑн, решетке ҫинчен аннӑ май. — «Итле-ха, эсӗ, эпир урамра ҫывӑраймастпӑр вӗт!» Эпӗ хама мӗн кирлине тӑва пуҫланӑ, хама кирлӗ киленӗве тивӗҫтернӗ. Старик мӑнаҫлӑн тӳрленсе тӑнӑ, унтан, кӑкӑрне ҫапса: — Эпӗ нихҫан та улшӑнас ҫук! Ку ҫӑлтӑр пирӗнтен Хӗвелпе танлаштарсан 1 700 пин хут инҫетре иккен! Ҫак ӗҫре малтанхи утӑм кӑна кирлӗ пулнӑ. Струвепе пӗр вӑхӑтрах тата ун хыҫҫӑн та ытти ученӑйсем нумай ҫӑлтӑрсен инҫӗшне виҫе-виҫе пӗлнӗ. Пирӗнтен чи ҫывӑхра вырнаҫнӑ ҫӑлтӑра астрономсем «Проксима» тесе ят панӑ, латынь чӗлхипе ку ӗнтӗ «Чи ҫывӑхри» тенине пӗлтерет. Халлӗхе эпир пӗр тӑшмана ҫеҫ куратпӑр-ха, вӑл тӑшман — тӗрӗксем, вӗсене хирӗҫ ҫӗкленетпӗр те эпир. «Ҫавӑн, анчах сана мӗн тума кирлӗ вӑл? — тенӗ кучер. Вӑл чылайччен куҫӗсене хупса выртрӗ, хӑйне тӗл пулма тӳр килнӗ ҫынсем ҫинчен шухӑшларӗ. Халӗ ӗнтӗ, уссине яката-яката, Разметнов хӑй кулкалама пуҫларӗ: — Ют итемрен вӗҫсе килчӗҫ, апла пулсан, вӗсен «итем йӑхӗ» пулать, чӗнмесӗр вӗҫсе килнине илес пулсан, вӗсене, калӑпӑр, «аташуксем» е «ҫичӗ ютсем» теме юрать, мӗншӗн тесен, ман апатпа пурӑнаҫҫӗ, хӑйсене ҫиме ним те тупаймаҫҫӗ… — Куҫу ҫивӗч сан! — Ялан тенӗ пекех ҫапла, — тепӗр хут каларӗ Марат. — Ҫук, ҫук, кирлӗ мар! Кирек хӑҫан та вара ҫавӑн ҫине пӑхсан мана карета килнӗ пек туйӑнать, каретӑ чӳречинчен илемлӗ пит-куҫ курӑннӑ пек мана. Часрах ҫывӑрса каяс тесе Тетка куҫӗсене хупнӑ, мӗншӗн тесен вӑл опытранах пӗлнӗ, мӗн чухлӗ часрах ҫывӑрса каятӑн, ҫавӑн чухлех ир те час пулать. Муратлийский арӑмӗ сыхланса тӗрӗс тӑвать авӑ… — Унӑн сасси чӗтренсе илчӗ. Чӑнах та, ку Радуб пулчӗ. Вӑл пӗчченех. Ун тепӗр пуҫӗнче, хура куҫӗсемпе савӑнӑҫлӑн пӑхкаласа, ылтӑнпа та хаклӑ йышши чулсемпе ҫиҫсе ялтӑракан патша ларнӑ. Улӑхсемпе сӑртсене туртса илнӗ хыҫҫӑн,Ӑмӑрткайӑк пек пӑхнӑ вӑл —Сӑрт ҫинчен хуланалла,Ҫар станӗ хыҫне тӑвайкки тутарнӑ,Унта перунсене пытарса, вӗсемпеКаҫпала хула ҫывӑхне пыма хушнӑ. Анчах ку тӗлӗнтермӗше ҫил ҫыраналла вӑйлӑ вӗрнипе ӑнлантарма пулать. Каярахпа Джемма, ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ камелипе олеандр чечекӗсем патне ларас тесе, никама систермесӗр хӑна пӳлӗмӗнчен тухса кайрӗ. Сана капла аван мар-и элле?» Вӑл тӑшмансене сирсе яма тӑрӑшмасть, хӗҫпӑшал тытса хӑйне хӑй хӳтӗлемест, пӗр сӑмахпа та хӑй хирӗҫнине палӑртмасть. — Анне авлантарасшӑн. Кунта вара пӗр пысӑк сӑкӑлтӑк тупӑнчӗ-ха: кама хушмалла иккен ҫак чаплӑ ӗҫе? Анчах хальхинче Акима ниепле те ӳкӗте кӗрте пулмарӗ, Аким хытӑрласах клиникӑна выртма хушнине хирӗҫ Павел ӑна салхуллӑн ответлерӗ: — Ниҫта та каймастӑп. — Эпӗ унсӑрах лайӑх пӗлетӗп… — Ҫук, эсӗ чипер кала, мӗн ахаль тӗветӗн! Чӗнмест. Шӑпах… Сасартӑк Базаровӑн хӑлхи ҫумӗнчех темӗскер ҫивӗччӗн шӑхӑрса иртни тата ҫав самантрах пӑшал сасси илтӗнсе кайрӗ. Пурте пирӗн хыҫҫӑн ҫӳреме ӑста эсир. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл вӑрҫӑра ҫапӑҫма, вӗҫме пултаракан ҫын пулӗ-и, е ӗмӗр-ӗмӗрех трамвайсенче ларма вырӑн памалли, хыҫалтан хӗрхенсе пӑхса юлмалли ҫын пулса тарӗ? Герцог вара ӑна пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ: кам вӑл Ромео кам вӑл Джульетта, хӑй вӑл Ромеона выляма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа королӗн Джульетта пулма лекет терӗ. Мӗскӗн ҫын каҫӑхса кайса ҫухӑрать; эпӗ кӗсьерен хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларнине курсан, полковникпа офицерӗсем хытӑ шикленсе кайрӗҫ. Анчах вӗсем часах лӑпланчӗҫ. Хам алӑри тыткӑнти ҫын ҫине ачашшӑн пӑхса, ӑна ҫыхнӑ вӗренӗсене каса-каса татрӑм та ҫӗр ҫине ерипен антарса тӑратрӑм; вӑл йӑпӑрт! анчах тарса хӑтӑлчӗ. Сире, арҫынсене, лайӑх — эсир пурте ӗҫе туха-туха каятӑр. Пит те интереслӗ пурнӑҫ тума шут тытнӑ иккен эсӗ ман валли ҫак юратнӑ Техасра! Анчах килӗнче ӑна тепӗр ҫӗнӗ инкек, нимӗнпе те танлаштарма ҫук йывӑр хыпар кӗтсе тӑнӑ-мӗн. — Телеграмма ярӑр, — терӗ Леночка, анасласа. Ҫук-и? — Пулман, — терӗ Тельмарш. — Ара, хутсем! Колонири пурнӑҫ кунсерен начарланса пычӗ. Ҫав кунтан пуҫласа Яков Лукичӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑ шырлан хӗрринчен халь-халь кӗмсӗртетсе шуҫса анас пекех пуҫланса кайрӗ. Анчах сасартӑк чан ҫапнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ, сывлӑш та чӗтренсе тӑчӗ. Кӗтӳ ҫӳрекен вырӑнтан иртсен, вӗсен хӑлхисене сунтал ҫине ӳкекен мӑлатуксен сассисем хупласа хучӗҫ. Кунсӑр пуҫне ҫав банда ҫак тӗттӗм кӗтесри пушӑ хирсене мӗншӗн килсе кӗрӗ-ши, кунта вӗсем валли нимех те ҫук темелле, ҫитменнине вӗсем Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс ҫӗрӗсене пит хаваслансах та каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен унӑн ҫулӗсене ҫарсем сыхлаҫҫӗ. Пахчана лартмалли катемпи ҫине ҫакас-и, анчах ҫакнашкал ҫӗтӗк-ҫурӑк тӑхӑнса тӑма катемпи те вӑтанать, ӑна хӗрачасене хӑю валли ҫурса парсан — ҫыхса ҫӳремеҫ, матерьялӗ лайӑх мар… — М-ме хӗне! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. 1820 ҫулта Ричард Крюйс, ҫирӗм тӑваттӑмӗш пехотнӑй полк капитанӗ, унта пӗр вунӑ уйӑх пурӑнса, туземецсен пурӑнӑҫӗнчи йӑласем ҫинчен питӗ нумай материал пуҫтарнӑ. Мӗлке чи кӗске пулнӑ вӑхӑтра мӗлке вӗҫне пӗчӗк юпа ҫапмалла. Шалчаран пӗчӗк юпа патне ҫити кантра кармалла, ҫавӑ вара меридианӑн пӗчӗк пайӗ пулать те. Пӗчӗк хулари пӗр евӗр пыракан пурнӑҫра ҫак ӗҫ пӗр-пӗр улшӑну кӗртме пулӑшас пек, тӑвас ӗҫе мантарса кӗттерет. Май пулсанах тухса каятӑп, — анчах Европӑна мар, турӑ хӑтартӑрах! Хам эпӗ хӗрарӑм ачашлӑхӗпе усӑ курманччӗ-ха, ҫакӑ мана аван мар туса хуратчӗ: манран хӗрарӑмсем те, юлташсем те хаяррӑн мӑшкӑласа кулатчӗҫ. — Неушлӗ манӑн гангрена? — терӗ Мересьев, пусӑрӑнса ларнӑ сасӑпа. Иккӗмӗшӗ, вунӑ сехетре вырӑн ҫинче ҫывӑрнӑ пек туса выртмаллаччӗ. Эпӗ ҫывӑрни-ҫывӑрманнипе никам та интересленмест-ха. Гэнтер — ҫирӗп ҫын. Кимӗре килнӗ апат-ҫимӗҫ вырӑнлӑ пулчӗ. — Апла иккен… юрӗ!.. Вӑл вилес патне ҫитнӗ, вилес умӗн хӑлхана ҫуракан сасӑпа венчет тутарма васкама йӑлӑнать… Лешӗ пуҫне сулчӗ. Вӗсем кӑмака ҫинчен анчӗҫ. Анчах вӑл вилӗ ӳсӗр. — Айртонран Бен Джойс пулса тӑни полицин асӗнче те ҫук, — терӗ Джон Мангльс. — Бекки, эпӗ тӑрӑ ухмахах пултӑм ҫав. Атту эсӗ мана пӗрмай пӑтраштарма хӑнӑхнӑ. Краҫҫинпа сӗрӗр… Чей ӗҫетӗн-и? — тесе, кулкаласа каланӑ. — Петр, ман санпа кӑштах калаҫмалли пур. Ман пата Вернер килсе кӗчӗ. — Акӑ мӗн, Василиса Егоровна, — тенӗ вӑл ӳсӗркелесе. — Отец Герасим хуларан хыпар илнӗ, теҫҫӗ… — Телейсӗр тӑлӑхӑн ачалӑхӗ пит йывӑр пулнӑ. — Мӗн савӑнтарать сана? Камӑн чаваланас килет — чавалантӑр ҫак пылчӑкра, манӑн пӗр ӗмӗт кӑна. Тепӗр кунне, Ниловна хӑй йӑтнӑ япаласемпе фабрика хапхи умне пырса тӑрсан, хуралҫӑсем ӑна хӑр-хар кӑшкӑрса пӑрахса чарса тӑратрӗҫ те, чӳлмексене ҫӗре лартма хушса, пурне те тӗплӗн пӑхса тухрӗҫ. Ун айӗнче ҫӗр хумханнӑ пек ҫинҫе урисем ҫинче чӳхенсе тӑрса, аллисемпе суллакаласа, суккӑр та уҫӑ сасӑллӑскер, вӑл ҫын пулма пӑрахнӑ пек туйӑнать, горнистӑн труби кӗтӳҫ шӑхличӗ пулса тӑнӑ пек туйӑнать. Хыпарҫӑ малалла вуларӗ: — «…тата Наци Конвенчӗн пӑлхавҫӑсене, хӗҫпӑшалпа ҫӳрекенсене тытсан, вӗсене закон хӳтӗлеменни ҫинчен, вӗсене тытса усракансемпе тарма пулӑшакансене кашнинех асаплантарса вӗлермелли ҫинчен пӗлтерекен декретне пурнӑҫа кӗртсе…» «Ырӑ килйышсенчи» ытти арҫын ачасем евӗрлӗ, Том та ҫынсем йышӑнман Гекльберрине кӗвӗҫнӗ, ӑна та килте ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ачапа ан выля тесе хӑтӑрсах каланӑ. Анчах та хӑраса ӳкмен, ҫавӑнтах кӗпе чӳхекен хӗрарӑмсене:— Эй, хӗрарӑмсем! Лаша пӗрре туртӑннӑ, иккӗ тата виҫҫӗ туртӑннӑ та кӗрт ӑшӗнчен сиксе тухнӑ, чарӑнса йӑвӑррӑн сывласа тӑнӑ та силленкеленӗ. Серёжа Устиновича хӑвӑрт алӑ пачӗ те, чупнӑ пекех васкаса, хула енелле кайрӗ. Ҫав самантрах тӗлӗнсе кӑшкӑрнӑ сасӑ илтӗнчӗ: — Сильвер хӑех! — Пуҫӑм ҫине пӗлӗт ишӗлсе анасран эпӗ пӗрре те хӑрамастӑп. Хӑрушлӑх (тен вилӗм те-и) ҫывхарса килни ӗнтӗ никамшӑн та вӑрттӑн хыпар мар. Ҫапла каласа Тарас ӑна хӑйӗн обозӗ патне илсе пычӗ. — Халь куртӑр ӗнтӗ хӑрушлӑх мӗнре пулнине, — терӗ Робеспьер. Халӗ, ҫаксене тата ыттисене те аса илсе выртса, вӑл хӑйӗнчен хӑй вӑтаннӑ, Саша ҫине кӑмӑлсӑрланнӑ. Малалла ман хуҫа ехусем пуринчен ытларах хӑйсен ҫӑткӑнлӑхӗпе йӗрӗнтернине палӑртрӗ. Унӑн алли каллех ҫартан килнӗ ҫырусем патне туртӑнчӗ, анчах вӑл вӗсене уҫма хӑяймарӗ. Хӗрсем малтанах, эпӗ хама ҫавӑн пек ҫирӗп тыткаланишӗн, манран кулатчӗҫ, унтан кӳренсе ыйтма пуҫларӗҫ: — Йӗрӗнетӗн-им? — Мӗн ӗҫлеме пуҫлӑр ӗнтӗ халӗ? — тесе ыйтать Мария Яковлевна хӑйӗн ывӑлӗсенчен. Акӑ мӗн тума пултарчӗ хӑйӗн тимлӗ ӗҫӗпе, хӑйне лайӑх тытнине Сэнди Хук ятлӑ хӑйӑр сӑмсахӗнче тупнӑ пӗчӗк тӑлӑх ача. Пысӑк салонӑн ҫуррине сухарипе тултарса лартнӑ. Аслати пек сасӑ, йывӑҫсем ҫийӗн янраса вӗҫсе, мӗнпур вӑйпа чӑтлӑхалла тапса сикнӗ пӑширен те иртсе кайрӗ. Эсир пӑртак тӗрӗс мар калатӑр ун ҫинчен, — намӑс мар кансӗрлет сире, — именӳ! Вӗсен патӗнче эпӗ икӗ ҫул пулман. Ӑнсӑртран хӑй ҫумӗнчех выртакан аккордеона перӗнчӗ. — Эсрелӗсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл минресе кайса. Ҫакна кура Квакин чарӑнса тӑчӗ. — Ҫук, вуламан. Анчах илтнӗ. — Вара пирӗн тӑван кил-ҫурт та пушанса юлчӗ. — Пӑх-ха, кам ҫав? — тесе ҫӗтӗк ҫанӑллӑ кивӗ сӑхман тӑхӑннӑ Петька Трофимов, — мастерскойсенче болтсем тӑвакан ҫӗрте ӗҫленӗскер, — пӳрнипе айлӑмалла тӗллерӗ те Корчагина чавсипе тӗртрӗ. — Тӑватпӑр! — сӑмах пачӗ Актеон. — Аслӑ герцога-и? «Юрӗ, пӗр мӑшӑр колбаса ярӑп та». Фома, юрра тӑнласа, пристань ҫинелле утнӑ. — Ҫук, эпӗ ун пӳлӗмне кайса пӑхман, анчах эпӗ витене кайса куртӑм — ун лашине апатлас тенӗччӗ. Вара аслӑ чӑнлӑх, чӗрӗлсе тӑрса, пурне те пӗр пекех кӑмӑллӑн хӑй патне чӗнет, пурне те ҫӑткӑнлӑхран, хаярлӑхран тата суялӑхран — хӑйсен намӑссӑр вӑйӗпе пӗтӗм тӗнчене чура туса хунӑ ҫак виҫӗ хӑрушла та тискер япаларан хӑтарма пулать… Тен, ӑна ӑҫта та пулин ямалла? — Чипер-и! — ыйтрӗ вӑл, пӗчӗк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса. Манӑн нимӗнле хак та ҫук пулсан, эпӗ парӑнни кама кирлӗ пултӑр вара? Эпӗ акӑ мӗншӗн ыйтрӑм: манӑн тӑван мар аннен пуҫне те шӑл сирӗнни пекех ҫапса шӑтарнӑччӗ. Вӑл, тӑм муклашки илсе, ӑна алӑ лаппи ҫине хурса тӗпретрӗ те сурчӑкпа йӗпетрӗ, унпа суранне тӑрӑшсах сӗрсе лартрӗ, вара, сыхлануллӑн яра-яра пусса, ӑйӑрӗсем патнелле утса кайма ҫеҫ тӑнӑччӗ, ҫав самантра ҫырман леш енчи ҫыранӗнче, пӗр тӑватӑ метрта, хӑйне питӗ тарӑхтарса ямалли япала курчӗ. Каштанкӑна сасӑ питех те кӑмӑла килнӗ, анчах пӑшал пени ҫав тери савӑнтарнипе вӑл П тавра вӗрсе чупма пуҫланӑ. Эпӗ нимӗн тума аптраса шухӑшласа выртнӑ вӑхӑтра икӗ йӗкехӳре кровать шӑналӑкӗ тӑрӑх вырӑн ҫине хӑпарчӗҫ те ӑна шӑршласа чупкаласа ҫӳре пуҫларӗҫ. Ҫул ҫинче юланутпа Морис Джеральд пынӑ. Кӑвак ҫутӑ киличчен чылай-ха. Джемма чӗтресе кайрӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пуҫне ҫӗклесе, ҫилленсе вӗрсе илнӗ, — вӑл ытла аяла анакан хӑлатсене хӑваласа янӑ. Пӗррехинче Люба ӑна тӑмсай хӗрача тенӗ хыҫҫӑн вӑл ҫапла ответленине астӑватӑп: «пурин те ӑслӑ пулмалла мар ӗнтӗ, тӑмсайсем те кирлӗ», анчах «хӑҫан та пулин пурпӗрех улшӑнмалла» тени ҫырлахтармарӗ мана, ҫавӑнпа эпӗ малалла тӗпчерӗм: — Мӗне кирлӗ-ха вӑл? Анчах мана ҫак ҫулсенчех пӗтнинчен ним усси те ҫук. Иш, мӗнле сӑпӑ ҫынсем?! Кӑвайт пирки те пӑшӑрханма кирлӗ мар: вут чӗртмелле пулсан, йӗри-тавра мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ вут-шанкӑ — мангр тураттисем, типнӗ тымарсем. Пӗр патронпах эпӗ шӑпах сан куҫ харшисем хушшине шӑтӑк туса хурӑп. Унта, пуринчен малтан, ун куҫӗ тӗлне пӗчӗкҫеҫҫӗ хӗрлӗ ӳт кӗмӗркки лекнӗ. — Йытӑ такам йӗрне шырать тесе шухӑшлама пулать. — Ванюша, санӑн час пулать-и? — тесе хушса хучӗ. — Эпӗ халех пурне те хӑйсен вырӑнӗсенчех юлма хушатӑп. Хӑшӗ хуйхӑллӑн — эх! — тесе кӑшкӑрса ярать те, куҫне хупса юрла пуҫлать; тен, ӑна сасӑсен сарлака хумӗ — таҫта аяккалла илсе каякан ҫап-ҫутӑ хӗвеллӗ аслӑ ҫул пек туйӑнать пуль, тен, ҫав ҫулпала вӑл хӑй утнине курать пуль… Ытларах вырӑн ҫинче выртса, Испанире пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен шухӑшласа вӑхӑт ирттертӗм. Ҫине вӑл йӑлтӑр ҫутӑ тӳмеллӗ формӑллӑ куртка тӑхӑннӑ — гардеробщик! — Кунта та пурӗпӗр пӗтетӗн! Сӑмахӗ вӗсен полякла пулчӗ. Марийка пурин ҫине те йӑлкӑшакан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. Мӗн пулса иртнине нимӗнле те ӑнланса илме пултараймасть. Пурне те кӑларса яраҫҫӗ. Вӑл юлашкинчен: «Кимӗ ҫаврӑнса ӳкни мана ҫӑлӑнма та пулӑшӗ-ха», — тесе шутласа илчӗ. Пултармасан, эпир пӗрле ҫурӑк тӗпӗнче мӑйсене хуҫӑпӑр. Шӑнса хытнӑ, ним тутисӗр сало катӑкне ҫӑвара хыпрӗ, ӑна ҫӑтса ярасшӑн пулчӗ, анчах та сало ҫӑварта ирӗлсе кайрӗ; Вӑл нумай япаласене пӗлмен, анчах ҫак вӑрҫӑра совет лётчикӗсенчен пӗлчӗ. — Джим, ром пар, — хушрӗ вӑл. Ҫак сӑмахсене каланӑ чухне вӑл кӑштах тайӑлса кайрӗ те аллисемпе стена ҫумне таянчӗ. Эпӗ ӑна тахҫанах илтнӗ… — Чарӑн, турӑшӑн, Евгений! Андрей аллине те свитерпа шарф лекрӗ. Тата ҫапла евитленӗ: «Йӑваш кайӑксемпе тӳлек чӗр чунсем вилӗм хӑҫан ҫитессе тӗшмӗртмесӗр пурӑнаҫҫӗ. Вырттарӑр ачана диван ҫине, тытса ларсан ывӑнма пултаратӑр. Оленин хӑйне питӗ хӑюсӑр тыткаларӗ, «мӗн тупса калас-ши» тесе шутларӗ, пурте хӑй ҫине пӑхнине туйрӗ, «тен, кулӑшла курӑнатӑп пуль е ыттисем те мана пула именсе тӑраҫҫӗ пуль», тесе пӑшӑрханчӗ. — Эсӗ кунта-тӑк, манӑн та кунта пулмалла. Ӗлӗкхилле — манса кайнӑ тата аван та мар пек… — текелесе, ун кулли тӗттӗмре курӑнманнине пӗлет пулин те, йӑлишӗн кулса ячӗ кил хуҫи. Ҫук, кирлӗ мар. — Асанне, ак эп пысӑклансан, Васил пиччепе Георги пичче те пысӑклансан, — хӗҫ тытӑпӑр та тӗрӗкӗсене йӑлт касса ваклӑпӑр! — терӗ пӗчӗк Петӗр. Катя ӑна пурнипе юнаса илчӗ. Старик, вӑхӑтран вӑхӑт ман ҫине кӑтартса, ман хуҫана темскер пӑшӑлтатса кала пуҫласанах, эпӗ вӗсем темӗн усал ӗҫ тума шутланине сисрӗм. Сехре хӑпнипе эпӗ вӗсен темиҫе сӑмахне ӑнланса илнӗ пекех туйӑнчӗ. Берлина илни ҫинчен эфир нимӗн те шарламасть. Унсӑр пуҫне вӑл кирек мӗнле пулсан та ҫынсене пулӑшассинчен пӑрӑнман, чухӑн художниксене пулӑшсах тӑнӑ, ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑ тӗн тӑрӑх турра ӗненнӗ, тен, ҫавӑнпа та вӑл тунӑ картинӑсенчи пит-куҫсем илемлӗ те лайӑх тухнӑ, вӗсене талантлӑ художниксем те ун пек ӳкереймен. Эпир вара, чышкӑсемпе вӗчесене тӗревлетсе, хамӑр пӳлмексене кӗрсе тӑнӑ та, ахӑратпӑр: «Ах эсир, идиотсем! Шпаксем! Тыта-тыта ҫурмалла сире! Ҫакӑншӑн пурнӑҫ пире нихӑҫан та каҫармӗ… «Тремексенсем — ҫӳлӗ кӗлесем пирӗн авалхи патшалӑх йӗркине ытларах килӗшеҫҫӗ, теҫҫӗ, анчах его величество лутра кӗлесем майлӑ тӑрать; вӑл правительство учрежденийӗсемпе патша ҫуртӗнчи учрежденисен служащисем пурте лутра кӗлеллӗ пушмаксем анчах тӑхӑнмалла, тесе йышӑннӑ. Эсир куна асӑрхарӑр та пулӗ. Паллах, эсир его величествӑн пушмак кӗлисем хӑй ҫывӑхӗнчисен пушмак кӗлисенчен пӗр дрерр лутрараххине те асӑрханӑ пулӗ (дрерр дюймӑн вун-тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ). Анна Васильевна кӗчӗ: Еленӑн тем ыратса кайрӗ, анчах мӗнле ачашлӑхпа ыталаса чуптурӗ вӑл ырӑ амӑшне ҫамкинчен, кӑштах кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫе патӗнчен! — Кампа калаҫан эс? — ыйтрӗ Кирюха. — Пӗлместӗп, — терӗ вӑл. — Ӑҫта каятӑн? — ыйтрӗ игумен. Вилнӗ ҫынӑнни пек кӑкӑр ҫине хӗреслетсе хунӑ аллисем тӑр-тӑр-тӑр тусах чӗтреҫҫӗ; хытӑ ыратнипе анкӑ-минкӗленнӗ куҫӗсем тулалла тухса тӑраҫҫӗ, ерипен мӑкӑль-макӑль ҫаврӑнкалаҫҫӗ. — Яша, чунӑм, машина сӗрмелли мазь пур-и? — тетчӗҫ. — Илтмесӗр! Илтнӗ. Халӗ сан черетӳ, халӗ мана пулӑш!» Ҫав кӗнекесенчен чунӑмра: «Эпӗ ҫӗр ҫинче пӗччен мар, пӑчланас ҫук!» тесе хыттӑн шанса тӑрасси канлӗн пырса вырнаҫрӗ. Хурӑнсем ҫине ҫеҫ пӑхса утать, — хурӑнӗсем хӑйсен турачӗсемпе тата тӗссӗрленсе кайнӑ сайра ҫулҫисемпе ун умӗнче хӗвелтухӑҫӗнчи хӑмӑр пӗлӗт хӗррине пӗтӗмпех картласа тӑраҫҫӗ. Санӑн ҫӑкӑр ҫиессӳ килет-и вара?» ыйтать ун пек чух Иван Иванович. Постсенче часовойсем ҫеҫ тӑрса юлчӗҫ. Мӗнпе пулӑшмалла. Типӗ тар тӑрӑх юхса выртакан пӗчӗкҫӗ ҫырмара темиҫе витре шыв та ӑсса илейместӗн. Аван мар хӑтлантӑр эсир манпа, — мӗншӗн-ха ҫынна хӑвӑр ҫумма илентертӗр? — Ачасем, ӗҫӗр, витре лартатӑп, — терӗ Лука, — хамах станицӑран илсе килетӗп. — Эсир кӑҫалах ҫӗнтерме шутлатӑр-и? — ҫыпҫӑнчӗ старике Гаррис. Апла тӑвасси вара ҫӑмӑл ӗҫех мар иккен, паллах ӗнтӗ «упӑшкине ниҫта йышӑнма ҫук» тенипе мар. Вара эпир сасартӑк пехота пулса тӑтӑмӑр. Ҫапла. Марийка тем каласшӑнччӗ те, аптранипе сӑмахӗ пӳлӗнчӗ. Туппи вара акӑш-макӑш пысӑк та вӑрӑм тискер кайӑк пек тӑрать, унӑн пуҫӗ ҫук, ури ҫук, аяккинче кӑна хӑрах куҫӗ пур та, ҫӑварӗ тата хӑрушӑ та тарӑн, ҫавӑнтан вут вӗркесе тухмалла ӗнтӗ. Карташне сыхлакан хура аҫа йытти те, пӑхма усал пек туйӑнаканскер, хӑйӗн ӗҫӗ ҫинчен манса кайсах, кӗпӗрленсе тӑракан ҫемье тавра вӗрсе, чупкаласа ҫӳрет. Эпӗ те ӗнтӗ: «Халех пуринчен те ҫӳлерех ҫӗкленсе кӑтартатӑп!» — тесе шухӑшларӑм, хур чӗпписем ҫинчен мансах кайнӑ хам. Ҫак салхуллӑ кун эпир Мускав урамӗсем тӑрӑх ҫӳрерӗмӗр, пӗр-пӗрне уйрӑм пӳлӗмсенчен калаҫнӑ пек туйрӑмӑр хамӑра, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ алӑк уҫӑлать пек те, эпӗ-и ку, эпӗ мар-и, тесе, Катя ман ҫине пӑхса илнӗн туйӑнать. Тен, ҫавӑн пек пулнӑранах вилчӗ пуль. Тата мӗн уйӑрмалла пирӗн? Юрать-ха, шлемпа пулнӑ эпӗ, атту пулсан пӗтеттӗм. Тирпейсӗрпе дикарь ҫинчен калаҫнинчен мӗнле усӑ пулӗ, ытах та вӑл хӑй тирпейсӗр тата дикарь пуласшӑн пулсан. Пӑшал сассисем лӑпланса пыраҫҫӗ, хула вӗҫӗнче ҫеҫ пӗр пулемёт чыхӑна-чыхӑна йытӑ пек вӗрет. Фома итлемен, вӑл ҫав-ҫавах ирӗклӗх ҫинчен, чӑнах та ҫав тери ансатӑн килме пултарассӑн туйӑнакан ирӗклӗх ҫинчен шухӑша кайса ларнӑ. Петька картишне кӗчӗ, эпӗ тумба ҫинче шӑла шаккаса, чӗтрекен пӳрнесене ҫӑвара чиксе лартӑм. Эпӗ ҫавӑн пек ӑнлантӑм сире? Анчах вӑхӑт нумай та иртмерӗ, татах тепӗр хут хуллен тӑстарса юрлани илтӗнме тытӑнчӗ. — Ку мухтавлӑ ҫын, капитан, — терӗ доктор. — Ҫавӑн пек вӑйӑсене курнӑ-и эсир хӑҫан та пулсан? — тесе ыйтрӗ вӑл Джемма сӑмах калама ӗлкӗриччен маларах. Студентсем вӗт… Анфиса мӑнаккӑшӗ ҫук, вӑл мӑнастире кайнӑ, тен, ӗнтӗ, таврӑнас та ҫук, вилӗ… — Ухтарчӑҫ. Неушлӗ вӗлернӗ? Этем хӑйне хӑй пӗтӗмпех ӗмсе пӗтернӗ! Хӑйӗн ӑшӗнчи пӑлхава вӑл шӑлӗсене шатӑртаттарса итленӗ, унтан чечук арӑмӗ ҫине кӑшкӑрнӑ: — Ну, мӗн чӗнместӗн? — Вӗсем мӗнле пурӑнма пуҫланине пӑхмалла… — Ӗлӗксенче эпӗ те начарах пеместӗм, анчах халӗ пистолет тытса пӑхманни те тӑватӑ ҫул ҫитрӗ ӗнтӗ, — терӗ. — Ҫук, вӑл ҫывӑхри станцӑра аннӑ пулӗччӗ, — терӗ Элен. Вӑл пӗчӗк ҫеҫ-ҫке, эс ав ҫав тери мӑнттай! Сасартӑк тахӑшӗ: «Богс!» — тесе кӑшкӑрчӗ. Эсӗ — вӗреннӗскер, эпӗ — вӑйлӑ! Ҫапма чарӑнсан, сар ҫӳҫлӗ Дымов ҫӗр ҫинчен пӑяв евӗрлӗ темле япалана пушшипе ҫӗклерӗ те лавсем еннелле ывӑтрӗ. — Кам ку? — пӑшӑлтатса илчӗҫ ташлакансем хыҫӗнче тӑракансем. Вӗсен умӗнче, ункӑласа тӑнӑ ҫынсем хушшинче, ура хуҫса Голуб помощникӗ ташша ярать. — Апла туман пулӗ ҫав! Мӗншӗн тесен вӑл пирӗн хулари ачасем хушшинче пуринчен те ытларах шӗпӗнлӗскер. Ҫӗрӗк шывпа епле хӑтланмаллине пӗлнӗ пулсан, унӑн пӗр шӗпӗнӗ те юлас ҫукчӗ. Арестленӗ ҫынна эпӗ хам патӑмра ыран, ирхине вунӑ сехетре, пӗр свидетелсӗрех йышӑнатӑп. Карап командинче пӗтӗмпех французсем пулнӑ пулин те, вӑл Англи флотилийӗ шутне кӗнӗ. Луиза свиданире пулнӑ, ҫавӑнпа килӗшес пулать ӗнтӗ. — Хӑвӑртрах, усалсем! Тепӗр кун ирпе, крепоҫа кайма аслӑ пуҫлӑхсенчен приказ илсен, эпӗ княгиньӑ патне сыв пуллашма кӗтӗм. Ксан Анисимыч!.. Вӑл кивӗ башньӑран лайӑхрах пулнипе, унта пурӑнма шутланӑ. Кам тултарнӑ ҫакӑнта тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр? Хӑҫан та пулсан эпӗ доктора хамӑр пата чӗнес пулсан, эсир хирӗҫлеместӗр-и? — Илсе кай пурне те вырӑна. «Мана намӑс кӑтартма пултаракан япала ҫук, — шухӑшларӑм эпӗ, залра ҫӑмӑлттайла уткаласа, — эпӗ теме те хатӗр!» Разметнов ирхине пер ултӑ сехетсенче ял Советне пынӑ чухне Нагульнов ҫывӑрсах ларатчӗ-ха. — Эх, мана мӗн тери аван мар пулнине эсӗ ӗненес те ҫук, — терӗм эпӗ Дмитрие ҫав каҫхинех, хам пурлӑх йышӑнса юлас шухӑшран йӗрӗннипе ун умӗнче мухтанас шутпа (пурлӑх илессинчен йӗрӗнни мана лайӑх пек туйӑнчӗ), — паян ун патӗнче икӗ сехет хушши аран-аран чӑтса лартӑм. Пурте харӑс ахӑлтатса кулса ячӗҫ те сасартӑк шӑпӑрт пулчӗҫ. Хӑй вутӑ ҫӗклесе пырать, хӑй йӗрет… — ҫурма сасӑпа каласа панӑ ача. Вилес пек сехӗрленнӗ лашасем урса кайнӑ пекех ӗрӗхеҫҫӗ, ҫулҫӳревҫӗсене йӗнер ҫинче тытӑнса пымашкӑн та йывӑр. Тӗттӗм ҫав», — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч. Вӑл ҫуна ҫиттине лаша ҫинчен илсе Микитене витесшӗн пулнӑ, анчах сивӗ пирки вырӑнтан тапранас килмен, тата вӑл лаши шӑнасран та хӑранӑ. Вера хӑйне савса тӑрас пирки тупа тутармарӗ мана, хамӑр уйрӑлнӑранпа ыттисене юратмарӑн-и, тесе те ыйтмарӗ… Ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ эпӗ Даша инкене хакласа юратма пуҫларӑм. Урисемпе кравать урисене перӗне-перӗне те чавсисемпе тусанлӑ лӗнчӗрти этажеркӑна ҫапӑна-ҫапӑна, вӗҫӗмсӗрех утрӗ те утрӗ сӑрӑ тужуркине йӳле янӑ Ромашов хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗ тӑрӑх. Унта пулнӑ пулсан, эпӗ те… ӑҫта та пулин… ҫапӑҫӑва, атакӑна… Карл Иваныч зал алӑкне уҫнӑ вӑхӑтра риза тӑхӑннӑ пуп молебен пуҫласа ячӗ. «Ну, эхер ҫыхӑнусен теорийӗ ҫакланас-тӑк, мӗн тӑвӑп-ха?» — шухӑшларӑм эпӗ, каснӑ хутсен ҫемҫе купинчен чӗтрекен пӳрнесемпе билет илнӗ май. Манӑн ӑна вилес умӗн тӗне кӗртес шухӑш та пурччӗ; ҫавӑн ҫинчен каларӑм та ӑна, вӑл ман ҫине иккӗленсе пӑхрӗ, нумайччен сӑмах хушаймарӗ: юлашкинчен вара ӗнтӗ мӗнле тӗнпе ҫуралнӑ, ҫав тӗнпех вилем, терӗ. — Часовой вӑл мӗнле те пулин поста аллине пӑшал парса тӑратнӑ салтак. Ну, килчӗҫ те вӑл ӑҫтине кӑтартма хушрӗҫ. — Пӗлетӗн-и мӗнле шухӑш тытрӑм эпӗ? — терӗ вӑл, аллине анне хулпуҫҫийӗ ҫине хурса, хаваслӑ сасӑпа. Андрей Петрович, хӑвӑрӑн ӑслӑ пуҫӑра кайса шлепке тӑхӑнӑр та, ӑҫта куҫ курать — ҫавӑнта кайӑпӑр. — Индеецсем кунта нимскер те хутшӑнман тесе шутлатӑп эпӗ, — ответленӗ майор. Паянтан эпӗ сире хамӑн пажӑм тӑватӑп; эсир ан манӑр, пажсен хӑйсен чаплӑ госпожинчен ниҫта та уйрӑлмалла мар. — Мӗнпе? Эсир мана епле пулӑшнине нихҫан та манас ҫук. Эпӗ октябрь уйӑхӗ хушшинче хамӑр ҫарта мӗн сӑнаса курнине тӗлӗнмелли япала вырӑннех шутлама пулать! Пырать, уҫӑ халӑх… — Эсӗ капла пӑшалпа хӗрарӑмсене персе пӑрахатӑн вӗт, — терӗ Марьяна. Парти уставне йышӑнатӑп-и? — Сывӑ пулӑр, — терӗ те Базаров, унӑн шухӑшне пӗлнӗ пекех, килелле кайрӗ. Унӑн сасси мӗнле иккенне те малтанах пӗлме пулнӑ: хулӑн та витӗмлӗ, анчах ытлашши хытах та мар, кӑштах ачаш, ҫавӑн пек саспа уйрӑмах хӑйне пӑхӑнса тӑракан коммисене: «Лион бархачӗн ҫав татӑкне кӑтартӑр», е «ҫак хӗрарӑма тенкел парӑр» тесе, хушма лайӑх. Эсир ун пек саккунсӑр ӗҫ тума мӗнле ирӗк патӑр!» Казаксен юхӑмне питех те ӑнсӑртран пырса ҫакланнӑ Воропаев тӑрук хӑйӗнчен инҫех мар паллакан ҫын, событисене кура мар, хавхаланса калаҫнине илтрӗ. Пӗрре те лӑпланасшӑн мар вӑл. — Аван мар-и вара? — терӗ Джо. Мӗн пулнӑ паян ир тата мӗншӗн эсӗ ҫавӑн пек салху? Вӗсем унӑн ӳчӗ ҫирӗппине те, мускулсен тканӗсем хӑвӑрт вӑй пухма пултарнине те, нервӑсем ҫинҫе пирки унӑн мӗнпур пӳне самантрах ҫапӑҫу хӑвачӗ пама пултарнине те асӑрхаймасӑрах юлнӑ. Эсир: «Республиканец каланине ӗненме юрамасть», тесе шутланине эпӗ пӗлетӗп. Аллисене айккисене тытса, мӑнаҫлӑнрах каҫӑрлса, меллӗн тӑпӑртатса гопак ташлатчӗҫ, тет. Ун пурнӑҫӗн пысӑкрах пайӗ вӑрманта сунарта иртнӗ, кунта вӑл, талӑкӗ-талӑкӗпе пӗр татӑк ҫӑкӑрпа кӑна пурӑнса, шывсӑр пуҫне нимӗн те ӗҫмесӗр ирттернӗ. Этем вӑл — пӗр тенкӗ укҫа пек: оборотра ҫавӑрӑнса илет те — виҫ тенкӗ пулса тарать! Хӑшне те пулин вулама ыйтса пӑхас килет те ҫав, аван мар пек туйӑнать. Эпир ҫур сехет хушши анчах кайрӑмӑр пулин те ҫул ҫинче кисрентернипе пит ӗшентӗм. «Эсрелсем пулчӗҫ пулас» Тухтӑрне эпӗ ыйхӑран хам вӑратрӑм, сӑнран пӑхма вӑл пит ырӑ кӑмӑллӑ пӗчӗк старик иккен. — Пӗр доллар вӑл апат ытларах пулассине пӗлтерет, — терӗ Джонни. Наталья чӳречерен, упа кайри урисем ҫине ларса, малтисемпе сулкалама тытӑннине, хӑй тавра пухӑнса хаяррӑн кӑшкӑрашакан ҫынсенчен каҫару ыйтнӑ пек пулнине курнӑ. Унпа юнашарах ҫине юлнӑ пӗр хӗрарӑм тӑнӑ-мӗн, вӑл хӑраса ӳкет те пӗтӗм чиркӗве янӑратсах: «Ой, аннеҫӗм! Капӑр свиттипе хӳпӗрленнӗскер, Ливан ҫурчӗн пӳлӗмӗсем тӑрӑх пынӑ-пынӑ та Балкис, хайхискер, ултавлӑ бассейн патне ҫитсе тухнӑ. Ҫул ҫинчен килнӗ хыҫҫӑн вӑл усӑллӑ. Павел Никонов вырӑнне Мирон йышӑнчӗ, тӑвансем пӗр-пӗринчен уйрӑлма та пӗлмеҫҫӗ, темелле, аллисемпе сулкаласа, вӗсем вӗҫӗмсӗр темӗн ҫинчен калаҫаҫҫӗ; вӗсем садра, беседкӑра, пӗрле вӗренеҫҫӗ, пӗрле вулаҫҫӗ. Сунара та ҫӳреми пултӑмӑр эпир. Николай Петрович калаҫӑва хутшӑнма кирлӗ тесе шутларӗ: — Эпир кун ҫинчен хӑҫан та пулин тӗплӗнрех калаҫӑпӑр-ха, юратнӑ Евгений Васильевич, сирӗн шухӑшӑрсене те пӗлӗпӗр, хамӑр шухӑшсене те каласа парӑпӑр. Оленин Лукашкӑна аллӑ монета тӑракан лаша парнелени ҫинчен пӗлнӗ хыҫҫӑн, унӑн хваттер хуҫисен кӑмӑлӗсем ҫемҫелнӗ; уйрӑммӑнах хорунжий хӑйӗн хӗрӗпе Оленин ҫывхарнине тулли кӑмӑлпа курса тӑнӑн туйӑннӑ. Юрӑсем янӑрама пуҫларӗҫ, кашни пӳрт умӗнче тенӗ пекех, раштав ячӗпе юрлама тухнӑ каччӑсемпе хӗрсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Театра кӗнӗ ҫӗрте Павлюка икӗ хӗҫпӑшаллӑ петлюровец чарса ыйтрӗҫ: — Билет? «Акӑ хӑҫан ҫиеле тухрӗ», — шухӑшларӗ вӑл. — Йытӑ ҫисе кайтӑрах пурне те! — аллине сулса, ытахаллӗн ҫеҫ каланӑ Фома. Ганс хӑйне яланхи пекех лӑпкӑ тытса, нимӗн ӳпкелешмесӗр малалла утать. Челкашӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ; вӑл шӑл витӗр хуллен шӑхӑркалама тытӑнчӗ, аллисене шӑлавар кӗсйисене чикрӗ, сылтӑмалла та сулахаялла та мӑшкӑллӑ шӳтле сӑмахсем пӗркелесе хӑварса, хуллен утса кайрӗ. — Эс кулатӑн манран. Ҫапла калакан та тупӑнчӗ: «Унччен ӑна ҫакса вӗлермеҫҫӗ-тӗк, вӑл президент пулать». Ну, мӗн эсӗ хӗрарӑм ҫылӑхӗшӗн ман ҫине тӑрӑнатӑн-ха? Тӳрех калас пулать, хамӑр ҫумра укҫа нумай мар пирӗн: пӗлетӗр-и, Разметнов юлташ, вӑхӑчӗ лӑпкӑ мар, тем те пулма пултарать… Ку вӑл 48-мӗш ҫулӑн пуҫламӑшӗнче, шӑп та шӑпах Николай Петрович, арӑмсӑр юлса, Петербурга пынӑ вӑхӑтра пулнӑ. — Ҫук, курман-ха. Ӗмӗчӗ, тен, пысӑках та мар пуль-ха, ӗҫленӗ ҫӗрте ҫулелле каяс тенипе те пулӗ. Сире пӑхӑнса тӑракан мӗскӗн тӑлӑх-турат Мария Миронова. А мӗн-ха, — терӗ Овсяников, арӑмӗ еннелле ҫавӑрӑнса, — ӑна ярса патӑр-и… ну, эсӗ ӑна хӑвах пӗлетӗн… — Сӑмахри саспаллисене пӑтраштарас тесен, ман шухӑшпа, этем ӑсӗ сӑмахсене сылтӑмран сулахаялла горизонталлӗ линипе мар, ҫӳлтен пуҫласа аялалла ҫырса вертикаллӗ линипе аннине юратнӑ пек туйӑнать. Ватӑ, урасӑр перевозчик, пӗрремӗш тӗнче вӑрҫин инваличӗ, арҫын ачасем ҫав тери юратнӑ ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче Алексее перекатра ыраш пӗтри пулӑсем тытма вӗрентнӗскер, хӑйӗн йывӑҫ урисемпе кӗмсӗртеттерсе, пиншер алӑ тыткаланипе ҫутӑлакан пулса кайнӑ лодкӑна ҫырантан тӗртсе ячӗ те кӗскен-кӗскен ишме тытӑнчӗ. — Темиҫе хут та пулчӗ, — терӗ вӑл. Ҫулсем ҫинче те вӗсем калама ҫук нумай йӑваланса выртаҫҫӗ, шучӗ те ҫук! Хӑй кайсан тепӗр кунӗнчех Гленарван хӑй часах тавӑрӑнасси ҫинчен телеграммӑпа пӗлтерчӗ. Вӑл вӗсен пичӗсем ҫине пӑхса илнӗ те пуҫне лаштӑрах уснӑ. Ҫав граф вӑл кая юлнӑ Россия юлашки хут ассӑн сывласа яни вӗт… — Чарӑн! Уэлдон миссиса «Пилигрим» ҫинче май килнӗ таран канлӗрех вырнаҫтарма тӑрӑшрӗҫ. Вӑл ӗнтӗ халӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ хӗр. — Апла пулсан, эпӗ сана пӗтӗмпех ӑнлантарса парӑп. Сисетӗп: хӗрӗн ҫӗнӗ ҫулне хӑҫан та пулсан амӑшӗ пӳлет-пӳлетех, ӑна хирӗҫмесӗр ирттерсе яма май килмест. Вӗсене шыв кӗрсе йӗпетейменччӗ-ха, вара ҫывӑхри пӗр-пӗр яла ҫитиччен пӗчӗк ушкӑна валли апат ытлашшипех пухӑнчӗ. Старик салхуллӑн пуҫне чикнӗ, сасси унӑн татӑлнӑ, вара, таҫта хӑй ӑшнелле каланӑ пек, уҫӑ мар сасӑпа: — Пӗри — пӗтрӗ… тепри — ӗҫкӗпе супрӗ! Вӑл, хуҫалӑх ӗҫӗсем кансӗрлемен пулсан, «вӗренме» кашни кунах килӗттӗм, — тенӗ. Мӗн тума? Хушӑксем хушшипе шыв шала сӑрхӑнса кӗнине сиссен, эпӗ хам мӗн пултарнӑ таран япала чике-чике мӑкларӑм. Анчах сывлӑшра вӑраххӑн Федя Мазинӑн уҫӑ сасси чӗтреме тытӑнчӗ: Вы жертвою пали… — юрласа ячӗ вал. Яриех уҫӑлса, сарӑлса выртакан ҫут тӗнче, Демидшӑн пулсан, ытлашши хытӑ янӑракан сас-чӗвӗсемпе тулса ҫитнӗ. Акӑ мӗншӗн. Эпӗ пӗтӗмӗшпех французла документ пирки шухӑшланӑ, мӗншӗн тесен унта сӑмахсем ытларах пулнӑ, анчах ҫак чи кирлӗ сӑмах унта пулман. Нимӗҫсен вӑхӑтӗнчи пекех пирӗн хыҫран хурал сыхласа ҫӳрет. Ку — ӑслӑ сӑмах, — пӗр иккӗленмесӗр тавӑрчӗ Ҫӑрттан мучи. Санитарсене ярӑр — кунта, кунта… — Эпӗ хам та ҫапла шутлатӑп, сэр. Анчах кунтах юлас тесен, ухмаха йерес пулать. Эпӗ ӑна хам лаша ҫине хурса, лассопа ҫыхса лартас терӗм. «Хаклӑ йӑмӑк!» Унӑн кӑкринче хастарлӑх ҫӗкленчӗ те, чӗрине тӗрлӗрен сӑн-питсемпе, шухӑшсемпе тултарса пычӗ, — кун пек пӑлханӑва амӑшӗ унччен те пӗлетчӗ. Ҫул парӑр, эсрелсем! Калле килнӗ чух билет илме Даша инке паман пулӗччӗ-ши вара мана? Ежов, хӑйӗн тутӑ юлташӗсенчен кулма юратаканскер, час-часах:— Эй, кукӑль тултарнӑ чӑматансем! — тесе йӗкӗлтенӗ. Гришка Отрепьев Мускав патши пулса курчӗ вӗт. — Кам? Эсӗ, председатель, ҫав канмалли кунсемшӗн ҫынсем ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ тесе шутлатӑн-и? Хӑшӗ-пӗрисем, чулланса хытнӑ хӑйӑр ҫумне тир таткаланчӑкӗсем хӑварса, ура ҫине тӑркаларӗҫ, тӑваттӑшӗн шӑнса ҫыпӑҫнӑ хӳрисем татӑла-татӑла юлчӗҫ, ыттисем шӑнса хытӑркаса пӗтнӗ, чирлесе кайрӗҫ.. Бен ерипен ҫул варринчен тухса тротуар патнелле ҫывхарчӗ. Базаров хӗрарӑмсене, вӗсен илемлӗхне питӗ юратаканскер пулнӑ, анчах юрату идеаллӑхӗ тӗлӗшӗнчен пулсан, хӑй каланӑ пек, романтизмла юратӑва вӑл — лӗпӗртетни, каҫарусӑр айванлӑх тенӗ, рыцарьлӑ туйӑмсене темӗнле чалӑш-чӗлӗшлӗх е чир тесе шутланӑ, Тоггенбурга вӑл хӑйӗн пӗтӗм миннезенгерӗсемпе, трубадурӗсемпе пӗрле мӗншӗн сарӑ ҫурта лартман-ши? тесе хӑй тӗллӗн тӗлӗннине пӗрре ҫеҫ мар пӗлтернӗ. Рабфакра вӗренекен ачан хушамачӗ Хейфец иккен. Анчах куратӑп, эсир мексиканка мар. Кирек мӗн ыйтсан та, нимӗнрен те хирӗҫлесси ҫук… Вӗсем мӗн чухлӗ усал ӗҫ тунине шутласа пӗтерме те ҫук. Пӑхма ҫапах та йывӑр пулчӗ. Ан тив, Ганс сана каялла ӑсаттӑр. Анчах хумханнипе, лӑпланма кушак аҫине лӑплантарса, карчӑк:— Халех тухса кай кунтан, усал-тӗсел, ылханлӑ басурман! Ӗҫрен кӑшт пушанам кӑна, вӑл манран ниҫта та тарса хӑтӑлаймасть, ӗнентерсех калатӑп, — Воропаева хӑй епле хӑваласси пирки куҫ умне килнӗ картина ҫинчен шухӑшласа вӑл ирӗксӗрех кулса илчӗ. Ҫавӑн пек каласан, Зеб хӑйӗн кивӗ утиялне сарнӑ та унта пуҫа пуҫтарса чикнӗ. Ку сӑмахсене куллен калаҫҫӗ вара. Каҫсенче, Катька ҫывӑрма выртсан, амӑшӗпе кукамӑшӗ пӗр вӗҫӗмрен калаҫса лараҫҫӗ. Ҫавӑнпа кӗскен те ӗҫ пирки ҫеҫ калаҫӑпӑр. — Епле-ха вӑл? — Халь-халь хӑрушӑ тавлашу пуҫланса каяс пек туйӑнать — ҫавӑн пек тавлашу вӑхӑтӗнче вара е хӑвна, е ӑна вӗлерес килет. — Ман ҫине шанса тетӗр? Вӗсемшӗн ку тӗлӗнмелле те килӗшӳсӗр туйӑнчӗ. — Мӗн тӑвӑн-ха вӗсене? Эпӗ ӑна вӑратрӑм. — Хӑвӑртрах тӑр та пуҫтарӑн, Джим! Хӗрӗн шуранка пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхса анчӗ. — Майӗпен, унта ҫӑмартасем. Ҫӗнӗ ҫӑмартасем. — Эсӗ мӗн каланине эпӗ ӑнланмастӑп, Кассий. Вотр мэн, мадам. — Апла пулсан, каллех мӗншӗн те пулин пӑшӑрханатӑр? Ку хӑрушӑ япала. Кораблев хӑй патне хваттерне сайра-пӗрре кӑна чӗнтерет. Ҫак чунсӑр пӗлӗтсем хуллен шунинче темскер чуна шиклентерекен вӑй пулнӑ. Мӗн чӑрмантарнӑ-ха вӗсене? Вӑл малалла сӑмахларӗ: — Кунта, тискер ҫынсен пулисем айӗнче, манӑн пурнӑҫ шавлӑн та сисӗмсӗр, хӑвӑрт иртрӗ. Ман ҫине турӑ кашни ҫул пӗр хӗрарӑма пӗр хут пӑхтарсан, ун чухнехи пек пӗр хут… Пӗр самантрах пӗчӗк лавкасен алӑкӗсем ҫине вӑтам ӗмӗрти пысӑк ҫӑрасем ҫакӑнаҫҫӗ, чӳрече хупписем хупӑнса лараҫҫӗ. Куҫса ҫӳреме пултараймастӑр пулсан — кровать ҫинче гимнастика тумалла. Вӑл вара диван ҫине ларчӗ те аллисемпе куҫне хупларӗ. Джемма корзинкаран илнӗ чие ҫырлине сасартӑк калла пӑрахрӗ. Кашни секундсерен вӑл хӑй ӑшӗнче халиччен пулман, хӑнӑхман, пурне те пӑхӑнтарма пултаракан усал вӑй хушӑннӑҫем хушӑнсах пынине туйрӗ. Устин хыҫӗнче тӑракансенчен тахӑшӗ кулса ячӗ те ҫавӑнтах чарӑнчӗ. будка патӗнче пӗр самантлӑха аван мар шӑплӑх пулса тӑчӗ. Унӑн аппӑшӗ пулсан та, эпӗ ҫапах нимӗн те пӗлместӗп, ҫынсем мӗн калани ҫумне нимӗн те хушса калама пултараймастӑп. Эпӗ те ҫапла пулса тӑтӑм. Ура кӗске… — Карап ҫинче патша пек хуҫаланакансем! — мӑнаҫлӑн тӳрлетрӗ ӑна Бенедикт пичче. — Начальство хӑй валли туссем тупрӗ ӗнтӗ, — калама та ҫук! Вӑл тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсене ҫыхӑнтарса тӑракан вӑй пулнӑ. Манӑн чӗрем патне юн пырса тӑвӑнчӗ; эпӗ чӗре хытӑ тапнине, сӑн-пит шуралса кайнине, ирӗксӗрех тутамсем чӗтре пуҫланине туйрӑм. — Апла мӗн тумалла-ши пирӗн, Том? — Вӑл казак мар, вӑл украинец, — терӗ те Давыдов ассӑн сывласа ячӗ, Нестеренко кайнӑ хыҫҫӑн ӑна кичем пулчӗ. Койотсем уланисӗр пуҫне пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмен, койочӗсем халь те каялла чакса кайнӑ пек туйӑннӑ. Эпир ракета Уйӑх ҫинелле аннине сисетпӗр. — Вӑл тухса кайнӑ. Унсӑр пуҫне, Динго та пулӑшма пултарать. — Пӑх-ха! — Вӑл Ленӑпа мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа пар-ха эсӗ. Ытла нумаях та пулмасть, ҫуртӗнчен инҫех те мар пысӑк юханшыв хӗрринче унӑн лайӑх шыв арманӗ пулнӑ. Ҫурма ҫулта вӑл пуҫне айккинелле пӑрчӗ, ҫӑмламас та кӗске хӳрине хӑратасла тӑратрӗ, сиккипе чупма пуҫларӗ. — Мӗнле апла мӗн тума? Тӑнлавӗсем ҫинче, куҫӗсем патӗнче унӑн ӳчӗ пӗрмекленнӗ, пур енчен те вӑл ватӑ салтак пулни сисӗнсе тӑнӑ. Хӑйӗн япаласене чикмелли миххи ӑҫта тӑрать, супӑнь коробкипе шӑлне тасатмалли щётки ӑҫта выртать — ҫав вырӑна вӑл хӑйӗн тӑван килӗ тесе шутланӑ. Обход тунӑ чух Василий Васильевич унӑн хуралса кайнӑ, нимӗн те туйман ура тупанӗсене нумайччен хыпашларӗ, унтан хӑй кӗлеткине хӑвӑрт тӳрлетсе тӑчӗ те, Мересьева куҫӗнчен тӳррӗн пӑхса: — Касмалла! — тесе хучӗ. Галилей аваллӑха хисеплекен пӗр ученӑй патне пырса Хӗвел ҫинчи пӑнчӑсем пирки каласа кӑтартнӑ пулать. Вӑл куҫне чарса пӑрахса, алӑк патӗнче хытса тӑчӗ, пӑхрӗ-пӑхрӗ те кӑвакарса кайрӗ. Унсӑрӑн акӑ халех туртса кӑларӑп та урӑх сӑнлӑ туса ярӑп! Музыка тӗлӗшӗпе пит те пултаруллӑ пулнӑскер, ӑна юратаканскер, вӑл кӗсле, балалайка, купӑс таврашне чӑн-чӑн артистла калатчӗ, анчах музыкӑн лайӑхрах тата йывӑртарах инструменчӗсене вӗренме тӑрӑшман. Тӗрме начальникӗн помощникӗ тарӑхса, ҫӳхе тутине чаплаттарса илчӗ те пукан ҫинчен сиксе тӑрса мӑкӑртатма тытӑнчӗ: — Кун пек калаҫма чарнӑ, ӑнланас пулать ӗнтӗ! «Ну, халь кай, кунта сан шӑршу та ан пултӑр. Пултӑрччӗ-ха манӑн ҫавнашкал совесть пек канӑҫ паман йытӑ, эпӗ ӑна ҫавӑнтах наркӑмӑш парса вӗлернӗ пулӑттӑм. Тусем ҫине каҫ санӗ ҫапнӑччӗ, ту хушшинче тӗтре юхма пуҫларӗ. Вӗсен куҫӗсем умӗнче тӳремлӗх курӑнса кайрӗ. — Эсир Пифагор пекех илемлӗ калаҫатӑр, — астутарчӗ Шубин, — анчах пӗлетӗр-и эсир, эпӗ сире мӗн канашланӑ пулӑттӑм? Ҫамрӑк Козельцовӗ, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, П-ран килекен офицерпе калаҫса тӑрать-мӗн. Анчах эпир ятлаҫасса та сайра ятлаҫаттӑмӑр: этем ҫурри вилнӗ пулсан, чунсӑр кӗлетке пек пулсан, унӑн мӗнпур сисӗмӗ ӗҫ йывӑрлӑхӗпе пусӑрӑннӑ пулсан — вӑл мӗншӗн айӑплӑ пултӑр? — Апла пулсан, юн тӑкас мар тесен, кирек мӗнле майпа пулсан та праҫник умӗн унтан хӑтӑлмалла-и вара? 1812-мӗш ҫулхи кампанинче пулнӑ пӗр ҫӗр улпучӗ нихҫан та пулман ҫапӑҫу ҫинчен суйса пачӗ, унтан тем сӑлтавпа графин пӑккине пирожнӑй ҫине чиксе лартрӗ. Завхозра ӗҫлет, правлени членӗ, лайӑх, ҫителӗклӗ пурнӑҫпа пурӑнать. Ман ҫиес те килмест ӗнтӗ, кӑшкӑрашнипе хӑратса пӗтерчӗҫ мана. Акӑ ӗнтӗ паянхи пурӑнӑҫ таҫта вӗҫсе кайрӗ. Давыдов чи лайӑх ӗҫлеме пултаракан колхозниксене полеводсен аллине уйӑрса пачӗ, ӗҫ вӑйӗсене кирлӗ пек вырнаҫтарса хатӗрлерӗ. — Мӗнле апла? «Казаксем патне, будкӑна каятӑп, атту кунта анчӑк ҫури пек шӑнса кӳтӗн» — шутларӗ вӑл. Йӑпӑр-япӑр тӑрса кантӑк умне пычӗ те Яков Лукич, кантӑк куҫӗ ҫумне тӗршӗнсе, тулалла тинкерчӗ, — тул ҫутӑлас умӗнхи нимӗн палӑрми тӗттӗмре пӗр пысӑк ҫын карта урлӑ вӑрт-варт каҫса кӗнине курчӗ. Ӑна утма ҫӑмӑлрах, анчах ун ҫинче унчченхи пекех сӑнчӑр, пушӑ вӗҫне унӑн хулпуҫҫи урлӑ ҫавӑрса ҫакмалла пулчӗ. Вӑл каҫ шӑплӑхӗнче шӑвакан, пӗтӗмӗшпе ҫӗмӗрсе пыракан ангел. Унтан вара, вут йӑл-йӑл тукаласа тӑнӑ ҫӗрте темскер курнӑ пек, ыйтасса кӗтмесӗрех пӗлтерчӗ: — Ҫынсене те нумай вӗлерсе пӗтерчӗҫ. Халӗ ҫеҫ акӑ минутлӑха шӑпланчӗ. Ӗнтӗ Татаринов капитан халӗ акӑ Енисей тинӗсе юхса кӗнӗ ҫӗре ҫитсе тӑрсан, унтан вӑл тинӗсре ҫӳрекен пысӑк карапсене вуншар та курнӑ пулӗччӗ. Усӑнса аннӑ хура чӗччисем путса кӗнӗ хырӑмӗ айӗнче лӗнчӗр-ленчӗр сулланкаласа пыраҫҫӗ. Ун аллинчи лассо каллех сывлӑшра ҫавӑрӑнса тӑрать. Лӑплансан, эпӗ каллех пурнӑҫ правилисене ҫырма шут тытрӑм, хам урӑх нихҫан та киревсӗрле хӑтланас ҫуккине, кашни минута усӑллӑ ирттерессине, хамӑн правилӑсене яланах пурнӑҫласа пырассине ҫав вӑхӑтра ҫирӗппӗн ӗнентӗм. Апла пулсан, пирӗн халь, тӗпрен илсен коммунизмӑн пирвайхи сыпӑкӗ — социализм пурнӑҫа кӗрсе ҫитнӗ ӗнтӗ. Каюра ҫулӗ тулашрине шалти тӗнчене сыпӑнтаракан хӑй тӗллӗн пулнӑ ҫул иккен. — Апла мая та килӗ, — терӗ Джон Мангльс. Эх, инкек, инкек! Ӗнер ҫеҫ хамӑр патра ҫӗр каҫрӗ, халь ак куратӑн-и? Фома Григорьевич темле, тӗлӗнмеллерех ҫынччӗ: пӗрре каланӑ халапа тепӗр хут каласа пама питӗ юратмастчӗ вӑл. Брайков кунашкал ӗҫрен шалт тӗлӗнсе, укреплени начальникӗ хушнӑ приказа тума кайрӗ. Пӗтӗм люксене тачӑ питӗрсе хучӗҫ. Суранланни кӑшкӑрса ячӗ, вара ун сасси ҫумне унпа пӗрле карап ҫинче пулнисем ҫеҫ мар хутшӑнчӗҫ. Ҫыран хӗрринчен ӑна нумай сасӑсем ответлерӗҫ. Унталла ҫаврӑнса пӑхсан, эпӗ вӑрмантан тухса шлюпкӑсем патне чупакан пиратсене куртӑм. — Эпӗ килӗшместӗп. Кам ҫавӑн пек тӗнчере пулмалла мар явлени ҫинчен илтни пур? Этемлӗхе юратма вӗрентекен Брет-Гартсӑр тата бульварнӑй романсемсӗр пуҫне эпӗ ӗнтӗ ӑслӑ кӗнекесем те сахал мар вуланӑччӗ, — вӗсем мана ӑшӑмра темле урӑх, питех паллӑ мар, анчах эпӗ халиччен курнисенчен ҫӳлерех тӑракан тӗллев патнелле туртӑнтарма пуҫларӗҫ. Приказчика чӗнсе килчӗҫ, лешӗ генерала курсан, шартах сиксе ӳкрӗ. Лушка, куҫҫульпе йӗпеннӗ йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхса, тепӗр хут ыйтрӗ: — Апла, иклетет те кӑвакарать, тетӗн? Йытӑ хӳри ҫумне ҫӗмрӗк тимӗр витре ҫыха-ҫыха яратчӗҫ; йытти ним шутсӑр хӑраса ӳксе, ҫухӑрса та кӗмсӗртеттерсе таҫталла вӗҫтеретчӗ, ҫынӗсем пӑхса ахӑлтатса тӑратчӗҫ. Кашкӑрӗ хирӗҫсе тӑмарӗ, вӑл, кӑшт кӑна шикленнӗ пек пулса, аяккалла пӑрӑнса выртрӗ, унӑн карса пӑрахнӑ ҫӑварӗнчен сарӑхса кайнӑ типӗ чӗлхи тухнӑ та усӑнса тӑрать. Эпӗ сирӗн умӑрта питӗ нумай парӑма кӗтӗм. Чӗнмест тата, кутӑна перет, ав, епле вӑл! Йӗри-тавра кӑшкӑрса ячӗҫ. Хыҫӗнче лаша ури сассине илтсен, старик хӑйне хӳтӗлес пек хӑлаҫланса, аллисене ҫӗклерӗ. Ӗнер ӑна ҫӳлтен темле вӑйӑ пек курӑннисем ҫав тери пысӑк, куҫпа виҫсе илмелле мар ҫапӑҫу хирӗ пулнӑ. Хуть те ӑҫта ҫырана анса юлсассӑн та, унта пӑртак ларсан, вӗсем каллех пӗр-пӗр пароход ҫине кӗрсе лараҫҫӗ, каллех таҫта каяҫҫӗ. Талькав ӑна лӑплантарса пырать, анчах вӑйӗпе мар, сӑмахпа лӑплантарать. Вӑл хӑйӗн лашипе тем тӗрлех калаҫса пырать, Тауко ӑна хирӗҫ сӑмах калама пӗлмест пулсан та, ҫапах ӑна аван ӑнланса илет. — Панталеоне ҫамки айӗнчен пӑхса илчӗ. — Эпӗ, — терӗ старик, — хама вилӗмпе хӑратсан та ӑна никама пӗлтерессӗм ҫук. Сире авланма пулӑшма пултаратӑп тесе шутлама питӗ кӑмӑллӑ мана — сӑмах панӑччӗ вӗт-ха сире ирхи апат хыҫҫӑн сирӗн ӗҫ ҫинчен калаҫӑпӑр тесе; хам сӑмаха яланах пурнӑҫлатӑп эпӗ: — тӗрӗс мар-и, Ипполит Сидорыч? Тепӗр кунне вӑл, Макар Нагульнов, атаманец Любишкин, Тит Бородин, фронтра пулнӑ тата сакӑр казак ирех Андрей пӳрчӗ умне пуҫтарӑнчӗҫ. Ривэра хӑйне ҫӗнтерттересшӗн пулман. — Пит те телей пулчӗ-ҫке, мана вӑл питӗ кирлӗччӗ! — терӗ Луиза, ҫӑмӑллӑнах сывласа илсе. Ҫул ҫӳрекенсен хучӗсене ҫырса пымалли кӗнеке тӑрӑх вӑл Мински ротмистор Смоленскран Питӗре кайнӑ пулнине пӗлнӗ. Ерофей Кузьмич тилхепипе пуҫтарса тытнӑ май ӑна чӗнчӗ: — Манька, ӑҫталла эс? Пӑлаки ун ҫине еркӗнӗн мӗнпур ҫуйкӑнлӑхӗпе пӑхнӑ, — ун ҫулӗнчи хӗрарӑмсем анчах ҫавӑн пек туйӑмлӑх хӑватне, пурнӑҫ куркинчен юлашки тумламӗсене ӗҫнине пӗлсе, хӑйсен юратӑвне пӗтӗмӗшпех хураҫҫӗ. Экран сӳнчӗ. Ҫӳлте алӑ ҫупни илтӗнсе кайрӗ. Геркулес Бенедикта хунарпа ҫутатрӗ. Энтомологӑн сӑнӗ пит кӑмӑллӑн курӑнать. Ватӑлнӑ май хӗн кӑтартакан чирсем пӗрре те чакмаҫҫӗ, татах вӑйланса пыраҫҫӗ. Паллах, ӗнтӗ, тӑшмансем пиртен йышлӑрах, ун вырӑнне пирӗн хӗҫпӑшал нумай. Унра ырри нимӗн те ҫук. — Мӗн хушатӑр? — Эсӗ конюх-и? — Мӗне пӗлтерет ку? — ҫуйӑхнӑ Резников, тарӑхса, ҫӗтӗлсе, аллисене хӑлаҫлантарса. Вакула ҫав вӑхӑтра, урамсем тӑрӑх, чупсан-чупсан, сывлӑш ҫавӑрма тесе чарӑнса тӑчӗ. Те ун ҫулне пӳлнӗ ӗнтӗ вӑл? Вӑл мана тӳрех салтӑнтарчӗ те шаккаса итлесе пӑхрӗ, ытти япаласене унта… хырӑма пускаларӗ, юлашкинчен ҫапла пӗлтерчӗ: «Сирӗн, аттеҫӗм, хӗстернӗ сывлӑшпа сипленес пулать». Капитан Володьӑна чӑн малтан «Руководство» тӑрӑх мортирӑсенчен пемелли мелсене вуласа пӗлме тата вӑл кӗнекери таблицӑна ҫырса илме сӗнчӗ. Урам вӗҫӗнчи пӗчӗкҫеҫ пӳрт умӗнче, тӑпрас ҫинче, пӗр ватӑ, анчах та патвар мучи ларать. Вӑл, сиккипе пынӑ ҫӗртен ӳкнӗ чух, ҫӗре ӳкиччен виҫӗ хут чике мӑйраки туса илет. Экспедицийӗ ӑнӑҫман, анчах ҫул май Татаринов капитан ҫӗнӗ ҫӗрсем тупнӑ. Ӑна йӗркеллӗ тӳрлетсе ҫитереймен: пурне те васкаса тунӑ. Тӗлӗнмелле, епле пурӑнать-ха вӑл. — Ҫук, пурӗпӗрех мар ҫав. Нигилист — вӑл нимӗнле авторитет умӗнче те пуҫ тайман, темӗнле хисеплӗ принцип пулсан та, ӑна хӑй тишкерсе пӑхмасӑр йышӑнман ҫын. Темиҫе свидетель чӗнсе тухаҫҫӗ. Нӗрсӗр те пысӑк кӳлепесем ун умӗнче кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе сиккелеме тапратрӗҫ. — Ий-я, вӑт мӗнле? — терӗ вӑл тӑрса. Мӗншӗн апла-ха? Вӗсем пушӑ кухньӑсем умӗнче ташларӗҫ, вара хӑйсен имшер аллисене чылайччен поварсем еннелле тӑсса тӑчӗҫ, саламларӗҫ, беречӗсемпе сулларӗҫ, алӑ ҫупрӗҫ. Эпӗ хӑранипе ӳпне ӳкрӗм, вилнӗ пек чылайччен выртрӑм. Ой, эсир курасчӗ вӑл епле ӗшенсе ҫитнине! Мӗскер, укҫана тупӑка кам пытарнине пӗлместӗп тетӗн-и? Эпӗ вӗлерес теменччӗ вӗт, манӑн пуҫра та ун пек шухӑш пулман, хамӑн чунӑмпа, ырӑ ятпа тупа туса калатӑп. Вӑл ҫӗрӗпех чирлӗ кашкӑр хӑйкӑлтатнипе пӑлан кӗтӗвӗ мӗкӗрнине итлесе выртрӗ. Хамӑр хушӑра эпир ҫав хӗрсем ҫинчен ырӑ мар калаҫаттӑмӑр; ӑна хӑйсем илтсен намӑсланса, кӳренсе урса кайнӑ пулӗччӗҫ… Гек, килсӗр ҫын, Том майлӑ пулчӗ, иккӗлле шухӑшлама пуҫларӗ Джо вара: «Эпӗ шӳт туса ҫеҫ каларӑм», — тесе ӑнлантарса пама васкарӗ. Шанӑҫ пӗтнӗлӗхлӗ телефонограммӑсенче, чӗнӳсенче, кӑшкӑрусенче, хавхаллӑ ыйтусенче, — вӗсем Марсӑн магнит уйӗсенче ҫаврӑнаҫҫӗ, пӑтранаҫҫӗ, — нимӗн те ӑнланаймастӑн. — Эпӗ йӗнерӗн пӗр ҫунаттине атӑ тӗпе валли касса илтӗм, — терӗ Корчагин полковник ыйтуне хирӗҫ хӑвӑрттӑн. — Шериф-ага! Графа тытатпӑр! — кӑшкӑрса пӗлтерчӗ Филчо. Ҫакнашкал йӗр хӑварнӑ Пугачев хӑй хыҫҫӑн. — Исланди ӑслӑлӑхӗпе литературӑн илемӗ ҫинчен-и? Пирӗн Сковородников пӗрре ҫеҫ — судья ҫеҫ. Колхозпа ҫыран хӗррисем ҫийӗпе Ӑмӑрткайӑк пикӗ хӑпарса тӑрать. Унӑн стена пекех чӑнкӑ, хӗрлӗ-кӑвак тайлӑмӗсем авалхи сооруженисене аса илтереҫҫӗ. Пирӗн пекарь сасартӑк ҫиленсе кайрӗ те кӗреҫипе хӑмсарчӗ. Уҫӑ, ӳсӗртсе яракан сывлӑшпа сывланӑран кӑкӑр тулса, киленсе илет, вӑл вырӑс ҫӗршывӗнчи каҫхи сывлӑш. Майор хӑйӗн ученый тусӗ ҫавӑн пек ӗҫлесе ларнисене ырлать, анчах, ялан вӑрҫтарас шухӑшӗпе, ӑна час-часах ҫапла каласа хурать: — Анчах, яланхи пек, арпашса ан ӳкӗр, Паганель, сирӗн пуҫӑра Австрали чӗлхипе калаҫас фантази килсе кӗрсен, ӑна Китай грамматикипе вӗренесрен сыхланӑр. Ҫавӑрӑнса хӑпаракан кукӑр-макӑр пусма кукӑрӗнче виҫӗ е тӑватӑ картлашка курӑнать, вӗсем ҫинче аманнисем вилес умӗн асапланса турткаланаҫҫӗ. Тухмалли пулмаллах. Карчӑк ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ те пуҫне пӑркаларӗ. Ҫӑлтӑрлӑ тӳпе уйӑхсӑр каҫ ытла та илемлӗ! Мӗнле-ха вӑл, сасартӑк ман енне ҫаврӑнса, мана ӑшшӑн кулчӗ… Тата эрех ӗҫнӗ чухне мӗн тума кирлӗ мана улӑхсен шӑрши? Тахҫан ҫапла Марья Васильевнӑна пытарнӑ чух вӑл манран пӑрӑнчӗ те, эпӗ тем пек пӑшӑрханса ӳкрӗм, ун патне эпӗ Пӑван пек пырса кӗме ӗмӗтленеттӗм, вара хам тӗрӗслӗхӗме тупса, ун ури умне пырса хурӑттӑм, теттӗм. Вӑхӑт малаллах шурӗ; каҫ ҫывхарса килет. — Чӑнах-и? — Шӑна. Ҫӗлӗкӗсен тӳписем йӑлтах ылтӑн та кӗмӗл тӗслӗ парчаран. Пурин куҫӗсем те ун ҫинелле пӑхрӗҫ. Вӑл икӗ турат хушшинчи кресло ҫинче питӗ канлӗ ларать, унӑн аллинче йӗпеннипе хӑпарса кайнӑ хутаҫ пур. — Ватӑ миссис мана тӳрех шыв патне кайма хушрӗ, ҫул ҫинче никампа та чарӑнса, ашкӑнса тӑма хушмарӗ. Киче-ем, йӗрӗнтерет. Радуй шӑпланчӗ, мӑйӑхӗсене пӗтӗрсе илчӗ те чӗтрекен сассипе малалла калаҫма пуҫларӗ: — Унсӑр пуҫне тата, командир, ҫак башньӑра пирӗн ачасем — пирӗн батальон ачисем пур. Вӑл чӳрече умне ларчӗ, — кунтан хӗвел хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе анни курӑнчӗ. Ку ӗнтӗ, лётчиксем асӑрханӑ тӑрӑх, ыран ҫил пуласса пӗлтерет. Лётчик ҫавӑнтах пӗр пысӑк кружкӑпа шыв ӗҫсе ячӗ. Ним усӑсӑр асапланнисем вырӑнне асран кайми сӑнсемпе ҫӗнӗ шанчӑксем тухса тӑраҫҫӗ. Часах Дик Сэнд юханшыв вӑррине ҫитрӗ. — Мӗншӗн? — Петр Сковородников тесе ҫырса хучӗ, эпӗ аран-аран «А. Г.» — Александр Григорьев тесе чӗркелерӗм. Сутӑнни е киревсӗр хӑраса шикленнинчен пулмасассӑн, мӗн сӑлтавпа сирӗн ҫавнашкал тӗлӗнмелле туслашу пулса кайнӑ?» Халӗ ҫеҫ Израэль Гэндс татӑлса аннӑ вантсем тӑрӑх мана нимӗнле вӑй та антараймастчӗ пулӗ. — Ӑсран тухрӑн-и-мӗн эсӗ? Джим чӑтаймасӑр кулсах янӑ. Эпӗ пулӑшу ыйтса кӑшкӑрса ятӑм, — ман пата Хохол чупса пычӗ те мана алӑран тытса килкартинелле туртса кӑларчӗ. Ман кӳршӗ те, йӑлтӑркка куҫлӑ канӑҫсӑр господин, интересленсе кайрӗ пулас, вырӑнтан тӑмасӑрах вӑл та итлесе пычӗ. Лешӗ сулӑнса кайрӗ, малтан вӑл хӑйпе кӗрешме чӗннине ӑнланмарӗ те. Сулахайри ӳкерчӗк ҫинче Акӑш альфи ҫӑлтӑрӗ патӗнчи тӳпене 4 сехет, сылтӑм енчи ӳкерчӗке 13 сехет хушши тытса ӳкерсе илнӗ: «Фотографи куҫӗ» ҫак тӑхӑр сехет хушшинче мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр курнӑ! Иккӗмӗш, советлӑ республикӑна хӑйӗн ятне панӑ национальноҫ хӑйӗн республикинче мӗн чул та пулин пӗтӗҫӳллӗ нумайтарахӑшӗ пулни кирлӗ. Марко хирӗҫсе кайрӗ. Хӑраса ӳкнӗ ачасем сывлама хӑяймарӗҫ. — Ҫывӑрса юлать, — тӗртсе хучӗ матрос тельняшки тӑхӑннӑ пысӑк пуҫлӑ Гейка. — Ҫук. Ну, йӗкӗт, тӗлӗнмелле кулӑшла халап каласа патӑн эс пире! — Ванюшкӑна хулпуҫҫинчен лӑпкаса, пӗчӗк ача пекех савӑнса ларчӗ вӑл. Элен, Мэри, Роберт, Ольбинет, Гленарван, ученый ҫине нимне пӗлмесӗр, вӑл мӗншӗн пӑлханнине ӑнланаймасӑр пӑхса тӑраҫҫӗ. Эй, турӑ! Чапа тухнӑ кин вулать! Мӗн турӗ вӑл сана? Вӑйсӑр ҫутӑра вӑл пушшех типшемрех те шуранкарах пек курӑнчӗ. — Ав… Ав!.. — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, шӑл витӗр: — Илтетӗр-и, илтетӗр-и? Ача хытӑрах та хытӑрах чӗтрерӗ. — Анчах вунҫичӗ ҫулта кашниех хӑйӗн чи лайӑх тусне вӗлермест ҫав, — терӗ Джемма ывӑннӑ сасӑпа, кӗперӗн чул карлӑкӗ ҫине таянса. Мӗншӗн кулмастӑр эсир? Хам пекех телейсӗре тӑрса юлнӑ Бобпа Джо мана мӗн вӑй ҫитнӗ таран пулӑшрӗҫ. Ҫапах та, эпӗ Пушкинпа килӗшетӗп — астӑватӑн-и, Евгений Онегинра: Эх, ҫуркуннеҫӗм, ҫуркунне, — Юрату саманчӗ! Эс курӑнсан, ман чӗрене Хурланчӑк туйӑм хупӑрлать-ҫке. Команчасем таканланӑ лашасемпе ҫӳремеҫҫӗ. Аван ӗҫ. Чӑнах та ӗнтӗ, вӗсем ял хӗрринчи садӑн ҫатан хӳми ҫумӗнче чарӑннӑ. Пӑлхава ӑнӑҫтарайманнисене темле те хӑртса пӗтеретчӗҫ, ҫӗнтерекенсен вӑйӗ саккуна кӗрсе ҫитрӗ: пӑлхавҫӑсем чӑтса кӑна тӑччӑр! Бояркин йӑл-л кулчӗ. — Района каятӑн. — Милиционер ӑҫта-ха вара? А эпӗ ӗнтӗ хамӑнне служит туса ирттертӗм, — терӗ вӑл, ыратнӑран пит-куҫне чалӑштаркаласа. — Паян эпӗ каҫалапа тухса каятӑп. Джон Мангльспа Вильсон ҫӗнӗрен пикенчӗҫ — пӗри шалча илчӗ, тепри руль тытрӗ, вара сулӑна тепӗр ҫыран хӗрринелле чалӑштарса тытрӗҫ. Дик Сэнд пӗтӗм пӗвӗпе ҫӳлелле карӑнса, куҫӗсене чарса пӑхрӗ, сӑмси ҫунаттисем пӗр хӑпарса, пӗр пӗрӗнчӗҫ. Катя, Катя каланӑ ӑна! Эсӗ манса пыр. Пирӗн совет хресченӗсем пӗтӗмпех ҫӗнӗ хресченсем пулса тӑраҫҫӗ. — Ҫыру ҫине ответ парӑр, — тата тепӗр хут сиввӗн каларӗ Гейка. Пуҫлатӑп. Эпӗ инҫетрен пӑхмалли трубана илтӗм те тинӗселле пӑхатӑп. Нимӗн те курӑнмасть. Селӗм. Вӑл лӑпкӑн каларӗ: — Эс, Андрей, хӗрсем патне улаха кай, манӑн, куратӑн, санпа вӑхӑта сая яма май ҫук. Эпӗ такам мар вӗт, мана пурте пӗлеҫҫӗ. Эпир унпа ҫак кун темиҫе хутчен те пӗрле вӗҫрӗмӗр. — Эсӗ хӑв ашак! — харкашса илчӗ Любишкин, крыльца умне ҫитсе тӑрса. Вӑл ҫывӑхра ҫукки маншӑн питех те кичем туйӑнать, — халӗ ӗнтӗ эпӗ нимӗн пытармасӑрах калама пултаратӑп, — профессорӑн маттур та илемлӗ усрав хӗрӗпе тӑванӗн ывӑлӗ, ҫамрӑк хӗрпе яш каччӑ, пӗрне-пӗри чӑнласах ӑшӑ кӑмӑлтан юратаҫҫӗ. — Ну, ҫӗр, ну, чӑнах та эпӗ ун тӑрӑх нумай утса ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ, мӗн-ха тата? Шӑп та шай ҫапла турӗ Халл капитан, Хоуик боцмана та ҫав татӑкранах ярса илме пулӑшрӗ. Кирила Петрович хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, упана сӗтӗрсе тухса тирне сӳме хушрӗ, унтан, хӑй ҫыннисем енне ҫаврӑнса: — Епле маттур вӑл! Вӗсем пӗрне-пӗри ҫӳҫрен, пиншакӗсенчен, йӗмӗсенчен турткалаҫҫӗ, чӗпӗтеҫҫӗ, сӑмсисенчен чаваҫҫӗ. — Эсӗ пӗтӗмпех ҫырса илтӗн-и вара? Хӑй вӑл аран вулатчӗ, — ӑна ыратакан куҫӗсем кансӗрлетчӗҫ, анчах вӑл хӑй те нумай пӗлетчӗ те, час-часах мана каласа панисемпе тӗлӗнтеретчӗ: — Нимӗҫсен калама та ҫук ӑслӑ платник пур, тет, — король хӑй ӑна канашсем ыйтма чӗнет, тет. — Ҫапла пулмасӑр!.. Ху туман — санӑн мӗн шеллес? — «Хӗрлӗ казак» тесе ят парассине хирӗҫлетӗп; ку вӑл вилӗ ят. — Ман шутпа, сӑмахран, санӑн Болгари чуралӑхӗшӗн ӗҫлемеллеччӗ, — сӑмаха кӗчӗ Соколов тухтӑр, — нимӗнле «Болгари ирӗклӗхӗ» те ҫук. Ҫыру Апрелӗн 16-мӗшӗнче, эпӗ ҫырса кӑтартнӑ кун хыҫҫӑн ултӑ уйӑха яхӑн иртсен, атте, ҫӳле хӑпарса, урок вӑхӑтӗнче пирӗн пата кӗчӗ те кӗҫӗр пире хӑйпе пӗрле яла илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ. Кисловодска ирпе пилӗк сехетре таврӑнтӑм, вырӑн ҫине ҫитсе ӳкрӗм те, Наполеон Ватерлоо хыҫҫӑн ҫывӑрнӑ пек, ҫывӑрса кайрӑм. Паганель пӗчӗк отряд пуҫӗнче пырать, унӑн тӗлӗнмелле географ туйӑмӗ ҫак нихҫан килсе курман тискер ҫӗрсенче уйрӑммӑнах ҫӗрле ҫӳренӗ чухне уҫҫӑн палӑрчӗ. Ҫак ҫурта курнипе эпӗ лӑплантӑм, хамӑн кӗсъерен ӑҫтиҫук темиҫе вылямалли япала кӑлартӑм. Эпӗ ҫак япаласене пула ҫурт хуҫисем мана тараватлӑ йышӑнаҫҫӗ пулӗ тесе шанса тӑнӑччӗ. Акӑ кӑнтӑрла ҫитеспе ҫӗр ҫӑтасшӗ хир сыснине шыраса тупрӑмӑрах, — бах! бах! персе ятӑмӑр эпир, тивертеймерӗмӗр, хир сысни хӑмӑш ӑшне кӗрсе тарчӗ… ҫав тери телейсӗр кун пулчӗ ҫав! — Сонька пиркиех, ытла та ун патне тӑтӑш ҫӳре пуҫларӑн. «Маттур, Лука! Ну, суккӑр мар-и эсӗ? Революци сассине те эсӗ кирлӗ пек тӑна илсе итлейместӗн… Пуш-пушӑ Хуркайӑк ҫулӗ тӗксӗмленет. Анчах, апла пулсан… Ку айлӑм сӗвек хӗрӗллӗ хуран пекех ҫаврака. Ун тӗпӗнче темиҫе пысӑк шурӑ чулсем кӑнтса тӑраҫҫӗ, вӗсем кунта пӗр-пӗринпе тем ҫинчен канашлама ҫӳлтен шуса аннӑ пекех туйӑнать. Кунта нимӗнле сас-чӗвӗ те ҫук, пӗлӗт те темле илемсӗр, хурлӑхлӑ ҫакӑнса тӑнӑ пек курӑнать. Кичем, илемсӗр вырӑн; чӗрене тем пырса хӗснӗ пек туйӑнчӗ. Винтовки, чанкӑртатса, чул тӑрӑх сирпӗнсе кайрӗ. Килтӗн-им? — кӑшкӑрнӑ вӑл таҫта, алӑк хыҫӗнче. Картинӑсене ӑнлантарса ҫырнисем тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: Прагӑра, Лондӑнпа Парижра хула варринче варсем тата ҫӳп-ҫапран купаланӑ лапра дамбӑсем ҫук, унта тӳрӗ, сарлака урамсем, урӑхла ҫуртсемпе чиркӳсем. — Хӑй вара хӗп-хӗрлех пулса кайнӑ, пит-куҫӗсем тӑртаннӑ пекех. «Суяҫҫӗ, вӑл сан ҫумӑнта ие чӑмланӑ ҫын пек ҫеҫ», — тенӗ Алекҫей. Пӗлме юрать-и? — Ҫапла, ҫакӑн валли. Тарҫӑм Пугачева мӗн ҫинчен ҫырса панине манӑн пит те пӗлес килчӗ. Ҫакӑн пек улшӑнусемех тен пирӗн пурнӑҫра кулленхи пӗрпеклӗхе кӳместчӗҫ пулӗ, хамӑрӑн иртен кунра темӗн чухлӗ тӗл пулакан юмахри пек пурнӑҫа е пулма пултарайманнине кӑтартса асӑнтаратчӗҫ пулмалла. — Сире курсан, эпӗ пит хавасланатӑп! Сылтӑм енӗпе вӗҫӗ-хӗррисӗр тусем карталанса, ҫутҫанталӑк вӑй-хӑвачӗпе купаланнӑ крепость стенисем пек курӑнса тӑраҫҫӗ. Пирӗн ҫул ҫинче час-часах шыв шарлавкисем тӗл пулаҫҫӗ: эпир вӗсен урлӑ хамӑр япаласене ытла йӗпетмесӗрех каҫа-каҫа каятпӑр. Ӑна пӗр сӑмахсӑрах итлерӗҫ, вара ҫулӑм пӗтӗм «йӗркене», пӗтӗм урама ҫисе яма шансах тӑрӑшнине хирӗҫ ӑслӑрах кӗрешӳ пуҫланчӗ. Турттарса килетӗн те, виҫтерсе пӑхса заведующине парса хӑваратӑп, вӑл миххӳсем ҫине сургучлӑ пичетсем хурса тухӗ, сана хӑвна расписка ҫырса парӗ, ҫуркунне вара хӑвӑн тырруна тӗрӗс-тӗкелех илсе кайӑн. Пилотаж техникине пӗлекен хуть те мӗнле ҫынна та ку вӑл пулма пултарайман япала пек туйӑннӑ. Анчах Алексей халӗ ҫак ӗҫе этем тума пултарасса ӗненнӗ, ҫавӑнпа та хӑй ӑна тӑватӑпах тесе шаннӑ. — Сӑмавар хатӗр-и? — Тата хӗрача. — Халь паллӑ тӑвӑпӑр, — тенӗ Миките, ҫунана ҫиле хирӗҫ ҫавӑрса туртисене ӗнерчӗк кантрипе ҫыхнӑ та, ҫӳлелле тӑратса, ҫуна пуҫӗ патнелле туртса илнӗ. «Et toc, et toc, et tin-tin-tin! — Ох, — терӗ Полина кухарки, Яков картиш тӑрӑх иртсе, кухньӑна кӗрсе тӑрсан ҫапла каларӗ те кӑмака ҫумӗнчи тенкел ҫине йывӑррӑн анса ларчӗ. — Ҫапла пулӗ те, анчах ҫак усал ӗҫе Мёррей улӑхӗнче ҫӳрекен дикарьсем кӑна тума пултарнӑ. Никита ашшӗне хул айӗнчен тытрӗ, анчах ҫав вӑхӑтра унӑн ури пӳрнисем ҫине такам ҫав тери хытӑ пусрӗ те, вӑл пӗр минутлӑха нимӗн курми пулса ларчӗ. — Халех каятӑп, куратӑн — ӗҫе кайма тумланнӑ. Яков, каялла ҫаврӑнса, куҫхаршийӗсем айӗн пӑхрӗ, — манаха вуншар куҫсем тимлӗн хыпашланӑ, ҫынсем пуян ҫынсен чӑлах шӑллӗпе тетӗшӗ ҫине пӑхса, пӗр-пӗр харкашу пулмасть-ши, тесе кӗтнӗ пулмалла. Пирӗн тавлашӑва пурнӑҫ хӑех тахҫан татса панӑ. Кирлӗ саспалли умӗнче вӑл чарӑннӑ, анчах ҫак саспаллие пӗлнине мар, урӑх никам та илтеймен сасса — американец хӑй кӗсйине пытарнӑ шӑл тасатмаллине шаклаттарнине — илтнипе. — Мӗнех вара, чӗнӗр! — терӗ Софья. — Ҫавӑн пекех васкавлӑ-и? Эпӗ хӗпӗртемеллипех хӗпӗртерӗм. — Кӗт-ха, чунӑм, халь эпӗ хамӑра уйӑракана курма пултараймастӑп… Тӑрӑ кӳлӗ кӑмӑла илӗртет. — Халех курасшӑн-и? — Ҫапла, май килет-тӗк, халех. — Хӑрамӑр-и? Унпа юнашарах 5-мӗш номерлӗ ҫурта пӗр Винцент ятлӑ повар тытса тӑракан французсен ресторанӗ пурччӗ. Эпӗ сана ку кӗнекене пирӗн тӗлпулу ҫинчен асӑнмаллӑх паратӑп. Коперник Торунь хулинче ҫуралса ӳснӗ, вӑл чиркӳ совечӗн членӗ — каноник пулнӑ. Лав ҫинчен аннӑ май Егорушка темле питӗ лайӑх палланӑ сасса илтрӗ. Тахӑшӗ ӑна анма пулӑшрӗ. Тен, эп сирӗншӗн вылямалли пуль? Вӗсем, тен, пурте леш енче пуль ӗнтӗ. — Мауер господин, сире хӑвӑрӑн аннӗр епле чӗнет? — терӗ вӑл мана курсан. «Karlchen», — терӗм эпӗ. — Karlchen! ларӑр ман ҫумма, — терӗ вара вӑл мана. Эпӗ ун ҫумне ларсан, вӑл ҫапла каларӗ: Karlchen! чуптӑвӑр мана». Эпӗ ӑна чуптурӑм та, вӑл: Karlchen! эпӗ сире ҫав тери вӑйлӑ юрататӑп, — терӗ мана, — ҫавӑнпа урӑх чӑтма пултараймастӑп. Эпӗ вӑл урӑх ҫын пуласран е унпа калаҫма мӗн те пулин чӑрмантарасран хӑратӑп пулин те, вӑл — вӑлах, кун пирки нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Негоро каланине йышӑнмалли ҫеҫ юлчӗ, анчах ӑна, ӗҫ тӗрӗс-тӗкел пултӑр тесен, улӑштарма тӑрӑшмалла. Ну, ярославски эп, Угличран, мещанка… Пуҫран суранланнӑ комендант тӑшман ушкӑнӗ хушшинче тӑрать, вӗсем унтан ҫӑраҫҫисем ыйтаҫҫӗ. Вӗсене ҫавӑнтах йӗнерлесе утланаҫҫӗ те, йӗркесӗр кӗпӗрленсе тӑракан ҫуран салтаксене тӗрлӗ еннелле сиркелесе, картишне кӗрсе каяҫҫӗ, кунта кавалери отрячӗ пуҫтарӑнать. Катя мана куҫӗсене чарсах, статуя пек хытса кайса итлесе тӑчӗ. Эпӗ каллех питӗ пӑшӑрхантӑм, анчах ку туйӑм нумая пымарӗ. Мӗн ҫырнӑ-ши унта? — Пӑрахӑр, — тесе ҫиллӗн каланӑ вӑл хуллен. Эпӗ сире хӑҫан та пулин хамӑн пурӑнӑҫ ҫинчен каласа парӑп-ха… анчах малтан эсир хӑвӑр пурӑнӑҫӑр ҫинчен каласа парӑр. Беспортев ӑна ҫийӗнчех асӑрхарӗ. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ кукша пуҫлӑ старик. Хайхи ушкӑн шӑпах ҫакӑнта ҫитсе чарӑнчӗ. Натрускӑна пар-ха, тар яма кирлӗ. Санӑн пур-и? — Вал ҫине уҫӑлса ҫӳреме пыратӑн-и? Ку сире савӑнтарӗ… Эпир уншӑн пӑшӑрханнине курни мистер Морис кӑмӑлне кайӗ. Иртнӗ каҫхине ҫеҫ вӑл вилмен, тусем ҫине тарнӑ тенӗ хыпар сарӑлчӗ, Огнянов шет халь те ҫавӑнтах ҫӳрет пуль-ха. — Ӗҫ, — терӗ вӑл. — Катерина Ивановна тупӑнатех, — терӗ вӑл, — вӑл тӗлӗк курнӑ та, ӑмӑрткайӑк вӗҫет пек, тет. Пурнӑҫ чухӑнне кура, мӑн яшкара какай ҫулталӑкра пӗрре пулать, эпӗ вара апат хыҫҫӑн яланах урама тухса утатӑп, ҫак пӳрнепе шӑл хушшине чакала-чакала суратӑп, ҫавӑнпа та ҫынсем: «Вӑт ылханлӑ Устин, епле пуян пурӑнать! Мана та унсӑрӑн — ҫӑмӑл мар. — Турӑ курса тӑрать акӑ, Иван Кузмича эпӗ каламан. Манран пӗтӗмпех Василиса Егоровна тӗпчесе пӗлчӗ. «Пурте килӗшеҫҫӗ, батько!» ответлерӗҫ козаксем. Тепӗр чух вӑл вӗсем патӗнче вӑрахченех ларать, каҫхи апат тума е чей ӗҫме те хапӑлласах юлать, анчах ҫӗр каҫма хулана хӑйӗн ҫӗнӗ хваттерне каять, хваттерӗнче вара унӑн, поход кровачӗпе пӗчӗк сӗтелсӗр пуҫне, урӑх нимӗнле сӗтел-пукан таврашӗ те ҫук. Хӑйне уйрӑм ҫурт кирлине вӑл туймасть халӗ, мӗншӗн тесен, тӗрӗссипе илсен, пӗтӗм район унӑн ҫурчӗ пулса тӑчӗ. — Ӑна хыпарлама кайран та, хамӑр Туфольд бухтине ҫитсен те ӗлкӗретпӗр. Тӗлӗнмелле хӑна ҫав мистер Морис Джеральд! Вӑрлаҫҫӗ, вӑрӑ-хурахсем, урӑх ним те мар! — хӑрӑлтатса кӑшкӑрчӗ Устин. Эпир ларса палкама тытӑнтӑмӑр. Ҫук тесе каласси маншӑн пит те йывӑр пулчӗ, апла каласан, вӑл ҫиленсе кайӗ тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ. Вӗсем ӑшне кӗрсе ларнӑ хыҫҫӑн, хуҫи пусма тавартан ҫӗленӗ картлӑ-картлӑ пысӑк ҫухаллӑ тата ҫурӑмӗ ҫинче ылтӑн ҫӑлтӑрлӑ пӗчӗк куртка, чӑпар чечеклӗ чӑлхасем тата симӗс пушмаксем тӑхӑннӑ. Ҫак вӗсен пӑхӑнӑвӗ — пирӗн инкек, пирӗн ылхан… — Эпӗ ӗҫлеме пӗлместӗп вӗт, — терӗ Оленин, симӗс туратсем витӗр арба айнелле пӑхас мар тесе тӑрӑшса, унта вӑл Марьянӑн сенкер кӗпипе хӗрлӗ тутӑрне асӑрхарӗ. Хӑйне интереслентерекен япаласем ҫинчен каласа панӑ чухне (ӑна хӑйпе упӑшкисӗр пуҫне урӑх ним те интереслентермест) тутисемпе кӑна кулма тата пуҫне тайма хӑй те сисмесле хӑнӑхса кайнӑшӑн вӑл айӑплӑ мар ӗнтӗ; анчах ҫапла кулнине тата пуҫ тайнине пӗрмай курасси чӑтмалла мар йӑлӑхтарать. Унтан аллине туртса илсе, пӳрте чупса кӗчӗ. Мӗн тӑвӗ вӑл? Рамӑн пӗр айккинче пӗчӗк хӑма таткипе пӗр паллӑсӑр хупӑнакан хӑвӑл пур, квартал надзирателӗ алапаш аллипе рамӑна хуҫман пулсан, ку червонецсем ӗмӗрех выртнӑ пулӗччӗҫ ӗнтӗ. Публика тӑхӑр сехет вӗҫӗнче пухӑнса ҫитрӗ; представлени пуҫланчӗ. Эпӗ сире лаша тупса парӑп. Ун пеккине эпӗ — час пултаратӑп! Нимӗн тума аптранӑ Кандов чан ҫапнине итлесе тӑчӗ. Хӑнасем ҫук чухне яланах тумланнӑ-тумланман ҫӳрет, шурӑ юбкӑпа, уртса янӑ шаль тутрипе, ҫара хулсемпе пирӗнпе тарҫӑсем умне курӑнма та вӑтанмасть. — Эпӗ иртерех килтӗм, — терӗ вӑл, — ҫул ҫине тухса кайиччен малтан эсир мана пӗр чашӑк чей ӗҫтерӗр тесе шухӑшларӑм. — Епле апла, эсӗ ӑна юратми те пултӑн-и?.. Крэнкбиль вара ҫапларах та ответлеме пултарнӑ пулӗччӗ: — Евангелири Христос пӑлхавҫӑ пулнӑ. — Калӑр-ха мана, — алӑкне уҫмасӑрах, хыттӑн та питӗ кӑмӑллӑн ыйтрӗ Женя, — почтӑна мӗнле ҫитмелле-ши кунтан? Лось ҫӗр ҫине анса ларнӑранпа ҫур ҫул иртрӗ. Португалӑн сӑн-пичӗ, уйрӑмах ун йӑрӑ куҫӗсем, капитана килӗшмерӗҫ, кит тытакан пӗчӗк экипажлӑ карап ҫине палламан ҫынна иличчен вӑл кам иккенне тӗпчемеллехчӗ ҫав. Эпир сасӑлама тытӑнатпӑр. Ал арманӗсем тума тӳр килсе тухнӑ, — вӗсен пӗчӗк чулӗсем кӑштӑртатни кашни килте тенӗ пекех, иртен пуҫласа каҫченех, илтӗнсе тӑнӑ. Пӗр сехет иртсе каять. Ҫак ача Воропаева хӑйӗн ывӑлне аса илтерчӗ. — Эпӗ сире каланӑ япалана эсир никама та калас ҫуккине шанас пулать, — терӗм эпӗ. Сирӗн пата ҫӳрет-и? Машинист вучахран хӗп-хӗрлӗ хӗрнӗ тимӗре туртса кӑларчӗ те ӑна васкаса сунтал ҫине хучӗ. Каҫхи апат хатӗрлерӗҫ, анчах ӑна тӗкӗнсе пӑхакан та пулмарӗ: ывӑнни выҫлӑха мантарчӗ. Уҫрӗ. Вазуза хӗрринчи вӑрмана нимӗҫ авиацийӗ пӗтӗмпех тӑпӑлтарса пӗтернӗ, — вӑрман ҫийӗпе калама ҫук хаяр ҫил-тӑвӑл иртсе кайнӑ тейӗн. — Пӑхӑр-ха, monsier! — терӗ вӑл пысӑк ҫын пекех. — Пӑхӑр-ха, Каролинӑн пушмакӗсем мӗнле! — Тӗрӗс, эпӗ курман ӑна, — терӗ Морис тӗлӗнсе, — тата вӑл кунта хӑнара пулни ҫинчен те вӑл ман пата пит тутлӑ япаласем парса янипе ҫеҫ пӗлтӗм. Пӗр татӑк сивӗ аш та пӗр чӗлӗ кукуруза ҫӑкӑрӗ — урӑх ним те кирлӗ мар. Хӗрсем хӑйсене строительствӑна илме килӗшменшӗн Токарева вӑрҫаҫҫӗ. Вӑрман урлӑ каякан ҫул — чи кӗске те чи лӑпкӑ ҫул пуль. Вавжонпа Марысьӑна тухас ҫӗрте Кашуб кӗтсе тӑнӑ-мӗн. Вӑл Вавжонӑн аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ те:— Тӑванӑм! Сана телей сунатӑп! — терӗ. — Сана та, хӗр. Турӑ пулӑштӑр сире! «Малтан кам шакканине пӗлмелле. Эсӗ арӑму патне кай, эпӗ ҫул ҫинче тӗл пулакан лава тытса чаратӑп та унта яратӑп. Радӑна мӗн пулнине вӑл хӑй те сисетчӗ-ха, ҫак хӑрушӑ чӑнлӑха кам та пулин каласа парасран чунӗ ҫукчӗ унӑн. Пенӗшӗн-ҫке-ха пирӗн дивизи Ют ҫӗр-шыв хаҫачӗсенех лекнӗччӗ. — Падре, — терӗ ҫӗнӗрен Артур, Монтанелли салхулланнипе кӑмӑлсӑр пулса, — эпӗ каланӑ сӑмахсенче мӗн те пулин ырӑ мар япала пур-и? — Ҫук, пӑхам-ха эпӗ вӗсем ҫине, — терӗ ӑна хирӗҫ Андрей. Чӑнах, эпӗ Польшӑн коммунистсен парти членӗ, мана салтака ирӗксӗр илчӗҫ. Соколов, инкек ҫывхарнине сиссе, шурса кайрӗ. — Апла эппин, Добри, сана халь те ҫакса вӗлермен иккен-ха? — шӳтлерӗ Бойчо та. Океан утравӗсем ҫинче «Дункан» пассажирӗсем Грант капитана шырассинчен ытла унта ҫитнине куҫпа курса ӗненесшӗн чарӑнса тӑраҫҫӗ. Ялти хитре хӗрсемпе чӑрманса тӑма хӑнӑхманскер, вӑл ӑна ыталаса илме пӑхнӑ; анчах Лиза, унран сиксе ӳксе, ун ҫине ҫав тери ҫилленсе сиввӗн пӑхса илнӗ; Вӑл художество кӑларакан мӗнпур лайӑх произведенисене туянма тытӑнчӗ. Советлӑ социализмлӑ Республикӑсен Союзӗ, пурте пӗлеҫҫӗ, 1922-мӗш ҫулта, ССР Союзӗнчи Советсен Пӗрремӗш Съездӗнче пулса тӑчӗ. Вӑл ССР Союзӗнчи халӑхсен пӗртанлӑхӗпе ирӗклӗхӗн никӗсӗсем ҫинче пулса тӑчӗ. Халичченхи Конституци, 1924 ҫулта йышӑннӑскер, ССР Союзӗн пирвайхи Конституцийӗ пулать. Ҫак вӑл — халӑхсем хушшинчи хутшӑнусем кирлӗ пек йӗркеленсе ҫитмен, великороссем ҫине шанмасӑр пӑхас йӑла пӗтсе ҫитмен, сапалантарасла вӑйсем пӗтсех ҫитмен тапхӑр пулнӑ. Казаксем утӑ лавӗпе ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пычӗҫ, Оленин кашни минутрах пӑшалсенчен перессе кӗтрӗ, анчах шӑплӑха абрексен хурлӑхлӑ юрри кӑна пӑсса тӑчӗ. Часрах, часрах! Юлашкинчен вӑл мана пӳрчӗ хыҫӗнчи сад еннелле тухакан чӳрече витӗр пӑхма ӳкӗте кӳртме пултарчӗ. — Пур тӗлӗшпе те. Пит ҫӑмартисене ал лаппипе тӗрелесе, вӑл сӗтелӗн чӗрпекленсе, чернил тумламӗсемпе вараланса пӗтнӗ хӑмисем ҫине пӑхса ларчӗ, Аржанов каласа панине аса илсе, шухӑша кайрӗ: «Ну, юрӗ, Яков Лукич — кулак, тейӗпӗр, анчах мӗншӗн манӑн шӑпах вӑл пенӗ тесе шутламалла-ха? «Керча десант килни»… Лӑпкӑлӑхӗ — астума пултарманнинче… — Чикӗ леш енчен килеҫҫӗ. Тем каласан та килеҫҫех! — шантарчӗ Фрол Рваный. — Виҫӗ чалӑш! — тесе пӗлтерчӗ вӑл. Анчах лешӗн кӑмӑлӗ пулман, вӑл Натальйӑна асӑрхаман та; ҫакӑ Натальйӑна кӳрентернӗ, чӑрсӑр та ҫивӗч Алексее курайми тунӑ. Хорунжи, Илья Васильевич, Российӑра пулса курнӑ чылай вӗреннӗ казак, шкулти учитель, тата, кунтан та ытларах, ырӑ йӑхран пулнӑ. — Ҫӑва тӗпне унпала! — тавӑрчӗ Лукашка, тип-тикӗс шурӑ шӑлӗсене кӑтартса, анчах та кулмасӑр. Эпӗ ҫӳретӗп-и?! — тарӑхӑвӗ ҫӗнӗрен хускалнӑран, каллех кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эсремет шӑтӑкӗ патне эпӗ кайма-и? Ан тив, турӑ сыхлатӑрах мана… — Эпӗ тӗлӗнетӗп унран, анчах юратасса — ҫук, юратмастӑп! Хисеплессе — питӗ хисеплетӗп. Ҫурт хуҫин лӑпӑртатма юратакан кухаркийӗ, шӗвӗр сӑмсаллӑскер, ҫара чӗкеҫ шатриллӗскер, куккук пек туйӑнать, хуҫи — мӑнтӑрланса кайнӑ ватӑ кӑвакарчӑн пек, ҫынсем пурте — кайӑксем пек е ытти чӗрчунсемпе тискер кайӑксем пек туйӑнаҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, пуҫ ан ҫавӑрӑнтӑр тесен Копенгагенра манӑн тата пӗр-икӗ хут хайхи ҫӳллӗ чиркӳ тӑррине улӑхса хӑнӑхмаллаччӗ иккен. Ҫирӗм ҫултан та иртеймен, вилет те ӗнтӗ… — тетчӗ. Анчах ан ман, Бенито, пурте пирӗн хушӑмӑрта ҫеҫ юлмалла. Курмастӑр-им? — тесе кӑшкӑрса янӑ. Тин-тин-тин! Морис вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе каялла ҫаврӑнса пӑхкаланӑ, вӗсем маларах кайма ӗлкӗрнӗ хушӑ катӑлса пыман пулин те, ҫапах ун сӑн-питӗнче ӗлӗкхи пекех пӑшӑрханни палӑрнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӗсен ращара курнӑҫасси ҫумӑрлӑ ҫанталӑк пирки чарӑннӑ пулнӑ. Вӑл ачаранпах калама ҫук хитре ҫын пулнӑ. Нимӗн тума пӗлмен Паганель лашине мӗнпур вӑйӗпе шпорларӗ те малалла кустарчӗ. Кил-йышӗ ӑна — арӑмӗ, Марийка тата Ваҫукӗ тем пек ӳкӗтлесен те, вӑл итлемен. Эпӗ, ватӑ ухмах пек, Сирини Гарпер патне кайрӑм та санӑн тӗлӗнмелле тӗлӗкӳ тӗлӗшӗпе лӑпӑртатнисене пурне те манӑн хыҫҫӑн вӑл та ӗненӗ тесе шутласа тӑраттӑм, — анчах вырӑнсӑрах пулчӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен учитель, ҫиллессӗн кулкаласа, мана сӑмах хушрӗ. — Мэри, — тесе пӑшӑлтатрӗ Роберт, — илтетӗн-и эсӗ? — Тытамак — хӗрарӑм пекех, — терӗ те Джеймс, Артур ҫине йӗрӗнсе пӑхса, хулпуҫҫисене пӗркелесе пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткалама пуҫларӗ. — Чӑнах та, Артур, эсӗ Джулирен те начартарах. Чарӑн-ха кулма! Ҫӗрӗпе ларма пултараймастӑп вӗт эпӗ кунта! Ку сӑмахсене вӑл хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос сӑнӗ енне ҫаврӑнса та ӑна хӑйӗн вырӑнӗнчен анма ыйтса ҫавӑн пекех калама пултарнӑ пулӗччӗ. Анчах хӗрес ҫинчи сӑн нимӗн те туйман пекех, Артур та туймасть. Вӑл кулчӗ, кулчӗ, вӗҫӗмсӗр кулчӗ… — Ку тӗлӗнмелле япала, — терӗ Джеймс уткаласа ҫӳреме чарӑнса. Степан Бояркин ӗҫ вӑхӑтӗнче тӑхӑнмалли пиншакпа. Лешӗ куҫне хӗссе ҫӳҫенсе илчӗ, айккинелле пӑрӑнчӗ, унтан шӑл витӗр: — «Юррӑн яланхи вӗҫӗ!» Ҫак ҫӗне океана Магеллан Лӑпкӑ океан тесе ят панӑ. Унсӑр пуҫне ҫӗр ҫинче тем хӗрлӗскер пурччӗ, ирхи вӑйсӑр ҫутӑпа эпӗ ӑна тӳрех кураймарӑм. Кукамая вӑл эпӗ ниме юрӑхсӑр, тесе каларӗ; кукамай халь чирлӗ, вӑл ман пирки вилет, эпӗ … унпа… туршӑн та, ҫаптар… мӗн… шӗн… асап… лан… та… раҫҫӗ. Пӳлӗме тирпейлеме вӑхӑт та ҫук! — пӗлтерчӗ вӑл малалла. — Ну, ку страницӑран сахал хӗссе кӑларатӑн, — терӗ доктор Ливси. — Ҫумӑрлӑ вӑхӑтсем кунта апрельте пуҫланаҫҫӗ, унччен пирӗн асьендӑна ҫитме тӑрӑшмалла. Ксютка ямарӗ пулӗ-ха? Катя ҫилленсе хулпуҫҫийӗсене сиктеркелесе илчӗ. Ҫав хӑйӗнни ҫине тӑма юратакан ача унӑн куҫӗсем умӗнчех тӑрать. — Ӗҫлетӗп, — тенӗ Андрей хӑюсӑррӑн. «Писӑрне те манмӑпӑр. — Пирӗн перчеткесем ҫук, — тепӗр хут каларӑм эпӗ ҫывӑхарах пырса; икӗ алла та кресло урлашки ҫине хутӑм. Ӑна ӗнтӗ: «Чартков, Чартков! курнӑ-и эсир Чартков картинине? Ванюша ӑна сывӑ мар пулӗ тесе шутларӗ. — Тӗрӗс пулас пулать, Евгений. Тен, эпир хамӑр туйӑмсене тӑкаклас тӗлӗшрен ытлашши перекетлӗ ҫынсем пулӗ, эпир шухӑшпа нумай пурӑнатпӑр, ҫакӑ вара пире пӑртак урӑхлатса ярать, эпир хаклатпӑр, анчах та туйӑма пӗлместпӗр. Ӑна 1682 ҫулта Кельн хулинче пичетлесе кӑларнӑ. Анчах Володя хӑй савакан хӗр ҫинчен ҫынсене ҫав тери савӑнӑҫлӑн каласа паратчӗ те, эпӗ ку хӗре шутсӑр хытӑ юратма пуҫларӑм. — Ну, мӗн эсӗ? Анчах хӑрушӑ вӑхӑтсем те пулаҫҫӗ, анчах Ганс пӗр хыпаланмасӑр ӑста анса пыни пире нумай пулӑшрӗ. Ҫапах духовнӑй пастырӗн пит те ҫирӗп кӑмӑллӑ пулмалла, вӑл уйрӑмах вирлӗ, чуна пырса тивекен сӑмахсемпе калаҫма тивӗҫлӗ, вӑл ҫынсене ҫылӑхран хӑракан, ҫылӑхран йӗрӗнекен тумалла. Ҫак юрӑхсӑр йытӑсем пӗр-пӗрин патне ҫырнӑ ҫырусене тупас пулать. Ҫапла ӗнтӗ, Ырӑ Ҫыннӑм, хамӑн кӳршӗ тата тусам пулнӑ ҫыннӑн пурӑнӑҫӗ, ӗҫӗсем, кӑмӑлӗ тата сӑн-сӑпачӗ ҫинчен эпӗ астуса илме пултарнисем ҫаксем пулаҫҫӗ. Тырра алӑпа акас мар тесе йышӑнчӗҫ. Анчах партком секретарӗ Трофимов та портупейпа наган ҫакса яни тем аван мар япалана систерет. Ку япала Микитене пит кирлӗскср пулнӑ, вӑл пурне те илтесшӗн пулнӑ. Выҫҫине-туттине, асапне-мӗнне те тӳссе ирттерме тӳрӗ килчӗ пире. Гешан капитан Симурдена та, Говэна та асӑрхаман пек туйӑнать. Пӗччен Бизонпа Синопа сунара ҫӳренӗ, Отаки кӑвайт хума хӑрӑк туратсем пуҫтарнӑ, юханшыв хӗрне шыв ӑсма кайнӑ, ҫемҫе тирсенчен тунӑ вырӑнсене юсанӑ тата хӑва туратӗнчен тунӑ шӑпӑрпа ҫӗр урайне шӑлнӑ. «Испаньола» пӗрре ҫурҫӗрелле, тепре кӑнтӑралла, е хӗвелтухӑҫнелле, е хӗвеланӑҫ еннелле ишет, хӑй пӑрахса хӑварнӑ вырӑна каялла ҫитсе тӑрать. Монтанелли ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса лӑпкӑн асӑрхаса тӑчӗ. Шхунӑн ҫӗнӗ команди палуба ҫине юлчӗ. Дик Сэнд пӗр сӑмах каласанах хуть мӗнле ӗҫе те — парӑссене куҫарса лартма, илме — хатӗр матроссем карап палубин малти пайӗнче, бак ҫинче, хурал тӑчӗҫ. Анчах ҫил вӑйсӑрланмасӑр, пӗр енчен вӗрнӗ вӑхӑтра вӗсен ним ӗҫех те пулмарӗ. Иван Иваныч? А ыйт сиртен… ну, ак, ирӗк парсамӑр, мӗнлерех ҫак маттурӑн хушамачӗ? Вӑл куҫне уҫрӗ… Мишуклӑ куккӑшӗ, ҫула тухма хатӗрскер, диван ҫумӗнче тӑрать. Вӗсем пӗтӗм чун хавалпа хӗрсе кайса революци ҫинчен калаҫнӑ вӑхӑтра, вӑл нимӗн улшӑнмасӑр, вилӗ пек тӑрса итленӗ, куҫӗсем кӑна унӑн сивӗ ҫутӑпа ҫуннӑ. Эсӗ Грушевкӑра пултӑн-и? Макар чавсисемпе ҫӗре тӗренсе, куҫ айӗн ӑна сӑнаса выртать. Ун патӗнче кам та пулин ларӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Тепӗр афишинче вӑл — пӗтӗм тӗнчипе паллӑ трагик, Лондонри Друри Лэйн театрӗнче Шекспир геройӗсене вылякан Кӗҫӗн Гаррик иккен. Йӗнерӗ, серапэ — пурте унӑн. Ӑнсӑртран килсе ҫапӑннӑ ҫын вӑл пирӗн партире… — Пӗр меслет, — мӗкӗрсе ячӗ юлашкинчен Полозов, каҫӑрӑлса ларчӗ те тӗтӗме ҫинҫен кӑларма пуҫларӗ. Малти линирен инҫе мар тарать. Вӗсем вокзала тытса илнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Шкултан кӑларса яни пит начарах пулмарӗ-ха. Ҫураҫнӑ чухне хӗрӗ те, йӗкӗчӗ те пӗр праваллӑ, кунта вара хӗрарӑм — е пасарти чура, е арҫынна капкӑна лектерекен апат. Ҫапах та эсӗ ҫакӑн пек сасартӑк шут тытнине ӑнланаймастӑп эпӗ… — Ҫапла ҫав. Тӑваттӑмӗш Вильгельмӑн та тинӗс ваннишӗн тинӗс хӗррине кайма кирлӗ мар. Мана ҫапларах туйӑнчӗ: ҫакнашкал тӳп-тӳрӗ утсан, Ирин шляхӗ ҫинче эпӗ шӑпах Ярмолӑпа тӗл пулмалла. Анчах эпӗ, ҫапах та, телейлӗ вӑхӑтра ҫуралнӑ пулмалла ҫав, унсӑрӑн манӑн Половцевпа ҫыхланнӑ ӗҫсем кун пекех ыррӑн пӗтес ҫукчӗ. Чирлӗ ҫын пичке ҫине ларчӗ; ларнӑ чух чӗркуҫҫисене вӑл, урисем хуҫӑласран хӑранӑ пек, асӑрханса хутлатрӗ. Кольхаун хакалере тупнӑ шлепкепе плащ ҫинчен пӗлтернӗ. — Сан аҫу пекех кулӑшласкер, анчах урӑхларах. Виҫҫӗшне тытнӑ, пӗри тарнӑ имӗш. 2. Ҫав йӗрӗнтерекен тирпейсӗр дворянин хамӑн чиркӳ ӗҫӗнче ӗҫлекен ӗмӗр манӑҫми аттерен Перерепенко ывӑлӗ Иван Онисиевран, авалтан хам ятӑмпа юлнӑ ҫӗре — супинккеҫӗме хапсӑнса, пӗтӗм саккунсене пӑсса, ман крыльцана хирӗҫех хӑйӗн хур картине куҫарса лартрӗ, ҫапла туса вӑл мана чӗрене витичченех вӗчӗхтересшӗн пулчӗ, урӑх нимшӗн те мар, мӗншӗн тесен ҫав карта унччен аван вырӑнта ларатчӗ-ха, хӑйне кура тӗреклӗ теччӗ. Кунта темле вӑрттӑнлӑх пур! Пӗтӗмӗшпе илсен — манпа нумайӑшӗ самаях хаяррӑн калаҫатчӗҫ: эпӗ — «Азбука социальных наук» ятлӑ кӗнекене вуласа тухсан, мана автор кӗтӳ кӗтсе пурӑннӑ йӑхсем культурӑллӑ пурӑнӑҫа организацилес тӗлӗшпе йышӑнса тӑнӑ вырӑна ытлашши пысӑклатнӑ пек, ку вара пултаруллӑ бродягӑсене, сунарҫӑсене кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Ха-ха! Унтан эпир сан патна хамӑр чумри пур пек йывӑҫа веҫех ҫӗклесе килӗпӗр. Эх! Халь «Пилигрим» питӗ хаяр ҫил вӑхӑтӗнче те ишме пултарать. — Епле, сывах-и вӑл? — кӑшкӑрсах ячӗ Огнянов. — Вӗсемех пулмалла, вӗсемех, — тетӗп эпӗ. — Эпӗ пымастӑп тесе каларӑм. Банник ҫинчен аса илни унччен шутласа хунине пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса ячӗ, вара вӑл, куҫӗсемпе лашине шыраса, ҫапла шухӑшларӗ: «Пуҫа усас мар-ха! — Ямка патӗнче (Ямка — шинок тытакан аскан тӑлах хӗрарӑм пулнӑ) Назаркӑпа ӗҫеҫҫӗ. Пӳртре тӗрлӗ кӗтесрен харлаттарнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. — Аттем, эпӗ ҫылӑхлӑ — кӳлешсе кӗвӗҫнӗшӗн, ҫилленнӗшӗн, хама нимӗнле усал та туман ҫын ҫинчен ҫавӑн пек аван мар шухӑшланӑшӑн ҫылӑхлӑ. Ҫав хушӑрах Макариха ял ҫыннисем Яшӑпа шӳт тукаласа калаҫнисене аса илчӗ. Вӗсем шӳтлесе хӗтӗртнипе Яшшӑн ун чух Нина Дмитриевна учительницӑна качча илес шухӑшӗ те пурччӗ. Хӑш-пӗр чух вӑл, учительница мана юратать, тесе, мухтанса та илетчӗ. Ҫаксене аса илчӗ-те Макариха, чӑнласа тенӗ пекех, сӑмах хушса хучӗ: — Авланса та ярӑн-и-ха, тен, кӗҫех. Ҫак ӑрӑмҫӑ хӑй сӑмахне каҫхине кӑна каласа пачӗ. Радуб стена ҫине ҫакса тултарнӑ пӗчӗк тӗкӗр курчӗ. Вӑл ун патне пырса тӑчӗ те хӑйӗн юнланса пӗтнӗ питне, пуля татнӑ хӑлхине курчӗ. — Мана лайӑхах илемлетнӗ иккен, — терӗ вӑл. — Кӗтӗн пулать? — ыйтрӗ арӑмӗ. Ачасен кашни кунах хӳме шуратма май килет-им вара? — Ӑҫта та пулин шаларах, халӑх сахалтарах ҫӗре куҫса каяс тетӗп, — терӗ манах, эрехе черккесем ҫине тирпейлӗн тултарса. Ҫав Европӑна Горева курмарӗ. Хуҫа ҫитес пасар кунӗ мана каллех илсе килсе кӑтартӑп, тесе хулари халӑха пӗлтерчӗ. — Пулӑ шӳрпи е пӑспа пӗҫернине ыйтаҫҫӗ пулсан? Тарас йӗрри тупӑнчӗ. Ӑс-тӑнӗ улшӑнмарӗ ун, ҫук, ҫук! Ҫав минут хыҫӗнчен мӗн пулса иртнине пӗлнӗ вӑл, питӗ лайӑх пӗлнӗ, анчах ӑна халӗ те, темиҫе ҫул иртнӗ хыҫҫӑн та, питӗ намӑс пулчӗ. Хӑй аса илме пӑрахмасан, хӑйне хӑй курайман туйӑм, — вӑл ку туйӑм пирки иккӗленсе тӑман, ҫав туйӑм килсе ҫапса мӗн-пур ытти туйӑмсене хум путарнӑ пек путарса хурасран хӑрарӗ вӑл. Ларса чей ӗҫрӗҫ. Ыратасси ыратмарӗ, анчах тӳсме ҫук тарӑхмаллаччӗ, пуринчен ытла кукаҫей мӑшкӑласа кулни тарӑхтаратчӗ, — вӑл хӑйне чӗркуҫҫисенчен ывӑс тупанӗсемпе ҫапса, пукин ҫинче сике-сике илетчӗ тата кулнӑ хушӑра:— Ҫа-апла, ҫа-апла ӑна… — тетчӗ. Хӑйӗн пӗтӗм ӑшчикки вӗреме тытӑннипе, тепӗр самантрах ҫак ҫутӑлса тӑракан кукша пуҫа чернильницӑпа пеме пултарассине туйса, Мересьев аран-аран икӗ сӑмах пӑчӑртаса кӑларчӗ: — Ҫакӑ тата? — Парӑнмастӑп! — терӗ казак. Анчах эпӗ — стенана ҫамкапа ҫапса шӑтарма ҫук тесе шутлатӑп… — Женя, ан кансӗрле, инструмента та ан тив, — терӗ Ольга, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, кӗнеке ҫинчен куҫне илмесӗрех. Малта пысӑк маузерпа лешсен, латышсен, рота командирӗ пырать. Анчах, тем пек тӑрӑшсан та, малалла кайма пултараймаҫҫӗ: вӗсене хаяр контратакӑсем каялла ывӑта-ывӑта яраҫҫӗ. Ун нимӗн ҫинчен те шухӑшласси килмерӗ, вӑл шӑхӑркаласа, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ, хавас та кӑмӑллӑ пулчӗ. Анчах та манӑн унпа текех калаҫас килмест, ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпӗ ҫаплах-ха вырӑн ҫинче пӗрре ӳпне, тепре месерле, унтан ӳпне, унтан каллех месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна выртатӑп. Эпӗ килте марччӗ, Орела лавпа кайнӑччӗ. Орела… — Мӗн тет вара? Вӑл, куҫ илмесӗрех, алӑ ҫӗкленнӗ еннелле пӑхать, анчах пуҫсем пурте пӗрешкелех курӑнаҫҫӗ. Эпӗ — монастыре каятӑп. — Нимӗнле истори те тухмасса шанатӑп эпӗ, Евгений Васильевич… Куҫӗсене тӳпенелле ҫӗклесе те аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе тытса: «Тупа тӑватӑп, тупа тӑватӑп, эпӗ вӗсем патне юлашки хут килнӗ, — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче хӗрӳллӗн. Чанӗ ҫирӗм хутран ытла сулланмарӗ. — Мӗншӗн сан куҫусем куҫҫуллӗ? — ӑна пӳлсе ыйтрӗ Инсаров. Паллӑ! Унтан вӑл каллех пенси илесси ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, ӑна «кирек мӗнле пулсан та, персональнӑй пенси памаллах, мӗншӗн тесен вӑл хӗрӗх пилӗк ҫул хушши ӗҫленӗ», терӗ. Шухӑшӗсем ытла хытӑ пуснӑран, То:мӑн калаҫма тытӑнас килчӗ. Марийкӑна пуҫ тайса, Лозневой утне кӑрт туртрӗ. Халӑх сирӗлчӗ те, вилӗ шӑтӑкӗ патнелле Поттера алӑран ҫавӑтса шериф чаплӑн утса пычӗ. Пӗр сехете яхӑн чӑкӑлташса ларчӗ вӑл манпа, юлашкинчен тӑлӑх арӑм ӑна манран хӑпма хушрӗ. — Авӑ, тирек хыҫӗнче ларать унӑн ҫурчӗ, черепицӑпа витнӗскер, куратӑр-и? Вӑл ӑна хӑй пурӑннӑ хваттерӗн алкумӗнче тӗл пулнӑ, ӑнсӑртран перӗннӗ те, ҫавӑрӑнса, каҫару ыйтасшӑн пулнӑ, вара: «pardon, monsiur», тесе мӑкӑртатма анчах пултарнӑ, лешӗ пуҫне уснӑ та ӑшӑ кулӑпа кулнӑ, унтан сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пек чупса тухса кайнӑ, вара, картлашкапа ҫавӑрӑнса кайнӑ чухне ун ҫине алхапӑллӑн пӑхса илнӗ те, хӑйне тӑп тытса хӗрелсе кайнӑ. Унтан вӑл хӑрӑлтаттарма тытӑнчӗ. — Вилет, туршӑн та, акӑ курӑн! — тесе хумханатчӗ Павӑл. Ҫакӑн пек пӗчӗк парнешӗн ненецсем кӑмӑлсӑр пуласран кӑштах хӑрарӑм та эпӗ, анчах та вӗсем кӑмӑлсӑр пулмарӗҫ. Павел чарӑнчӗ те Тоня, ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Санӑн — ҫав тери чаплӑ-хитре сӑн. — Ан кӑшкӑрашӑр! Халӑх ытла нумай пулсан, шкула пурте шӑнӑҫаймасан, вара мӗнле? — ыйтрӗ Яков Лукич. Ку мана, — хыттӑн, леш хирӗҫ тавӑрмалла мар каларӗ Павка. Пурте вӗсем пит час тарӑхса каяҫҫӗ, пӗр-пӗрне чарӑнма пӗлмесӗр вӑрҫаҫҫӗ. Апла-тӑк, вӑл ҫывӑрса юлнӑ ӗнтӗ. Мӗн ку — ура сасси илтӗнет-и мана е чӗрем каллех хытӑ тапать-и? — Паллатӑп, вара мӗн? Унӑн куҫне куҫҫуль пуҫтарӑннӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ пуҫне вӑл аялалла пӗшкӗртнӗ. Игната астӑватӑн-и? Рота командирӗ вӑл тӗрӗсне калать, унӑн сӑмахӗнче ним мухтанни те ҫук, тенӗ майлӑрах каларӗ вӑл кӑна. — Рада, — терӗ Бойчо, ун енне ҫаврӑнса, — эс ҫав сукмакпа ут, ҫыран хӗррипе пыр. — Пӗтӗмпех каласа пар мана. Халӗ ӗнтӗ сире унӑн портретне ӳкерсе парам. «Питех хытӑ йӑнӑшатӑр, ачсемӗр! Вӑл — Симурден ятлӑ пулнӑ. Ҫак вӑхӑтра шуйттан ун патне чупса пычӗ те, хулӗнчен ярса тытса, пӑшӑлтатса калаҫма пуҫларӗ. Паллӑ ӗнтӗ мӗн ҫинчен калаҫни. Арҫын тени хӗрарӑм таврашне кирек хӑҫан та ҫавӑн пек илӗртӳллӗ сӑмахсем калать. Вуникӗ нимӗҫ бомбардировщикӗ аэродром айккипе умлӑн-хыҫлӑн вӗҫсе иртрӗҫ те тӳпери хӗвел ҫуттинче курӑнми пулчӗҫ. Вӑл, нумай калаҫса тӑмасӑрах, вӗсене лакпа сӑрланӑ сенкер тӗслӗ «Ла–5» текен ҫӗнӗ самолётсем патне илсе кайрӗ. Самолётсем ятарласа алтнӑ пысӑк шӑтӑксенче тӑнӑ, вӗсен вертикальнӑй рулӗсем ҫинче номерсем пулнӑ. Павел, Тая ӳссе ҫитӗнсе пынӑҫемӗн, унпа сахалтарах вӑхӑт ирттерессине пӗлет, ӑна вӑл хӑй те ҫаплах пулмалла тесе йышӑнать. Ун пек хушаматпа вӑрҫӑра пулса пӑх-ха! — Ҫук, суя тус, ӑнланмастӑп. Туратсен хурт-кӑпшанкӑ шӑтарнӑ шӑтӑкӗсенчен тутлӑ шӑршлӑ сухӑр юхать. Ҫӗре юхса анса, вӑл туземецсене валли хытса ларать. — Ак, эпир паллашрӑмӑр та… Ҫамрӑк капитан ертсе пынипе негрсем хӗрӳллӗн ӗҫе пикенчӗҫ. — Мӗн ҫырмаллине парӑр пире, эпир сирӗн валли хаҫат пичетлӗпӗр… Эвелинӑн тикӗс те сарӑ ҫӳҫӗ мрамор пек тӑнлавӗсене хитрелетсе тӑрать, уртӑнса тӑракан хулӑн ҫивӗчӗ утнӑ чухне хӗрӗн пуҫне каялла туртнӑ евӗрех туйӑнать. Ҫак хаваслӑ калаҫу О'Мур ывӑлӗсенчен пӗри килсе ҫитнипе татӑлчӗ. Ун таврашӗнче пурӑнакан улпут майрисемпе улпучӗсем пит чаплӑ тумланнӑччӗ. Вӗсен чӑпар ушкӑнӗ аякран ҫӗре сарса хунӑ ылтӑн-кӗмӗлпе ҫӗлесе илемлетнӗ капӑр юбка пекех туйӑнатчӗ. Тӗрӗссипе калас пулать, струльдбругсем тӗлӗшпе королевство питех те ӑслӑ законсем кӑларнӑ. Ваҫили Андрейч лашине ҫулпа чупса пыма хӑйне ирӗк панӑ. Ҫакӑнтан мӗн тухса тӑрать-ха? — Ӑҫта пире, вӗренмен стариксене, сирӗн хыҫҫӑн хӑвалама! Ку… майор арӑмӗн распоряженийӗ мар-ши, тен? — Яра пар! Вӑл пӗр виҫҫӗр ярд аяккарах, ҫӗмӗрен те, пуля та ҫитсе тивмелле мар ҫӗре каяс та, вара камсем — туссем е тӑшмансем — килнине пӗлме чарӑнса тӑрас терӗ. Николай Еремеич… — тесе калаҫма тытӑнчӗ Сидор юлашкинчен, кашни сӑмах ҫинчех такӑнса, — сана, ырӑ ҫынна, пама хушрӗҫ… акӑ… кунта… — Эсӗ Марийка патне кай, кай! Асту: эпир чӗрчунсене вӗсен ашӗпе пурӑнмашкӑн тытатпӑр. — Ӑҫта жирафсем? — Хӑрушӑ мана, хӳхӗмскерӗм! — пӑшӑлтатнӑ Суламифь. — Ҫапла, вӗсем маншӑн лайӑх та, ырӑраххисене эпӗ тивӗҫлӗ мар; эпӗ, ҫав тӗрлӗ ҫӳлте тӑнӑ этем, ҫапла пӗтсе ларнишӗн кам айӑплӑ? Эпӗ хамӑр класри пур арҫын ачасене те хӗнетӗп. Пӗр хушӑ вӗсем ним чӗнмесӗр тачӗҫ. Вара эпир пӗр ансат япала шухӑшласа кӑлартӑмӑр, ҫурҫӗрти пур летчиксене те ҫавӑн пек тума сӗнетӗп: самолета эпир вӗренпе кӑкара-кӑкара лартрӑмӑр, ун ҫумне тата йӗлтӗрсене, чемодансене, пысӑках мар ещӗксене, варинккене те, пӗр сӑмахпа каласан, юр купалама пулӑшакан мӗн пур ӑпӑр-тапӑра пӗр-пӗринчен ҫыха-ҫыха хутӑмӑр. Толстовец ура ҫине сиксе тӑрса, аллипе Флавие пӗтерсе хумаллах каснӑ пек сарлакан сулса, пӗчӗк пупа хирӗҫ ҫапла кӑшкӑрса ячӗ: — Халӑхсем халӗ те хӑйсен тӑшманӗсемпе пӗрле тусӗсене хирӗҫ пыраҫҫӗ, халӑхсем вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе пымаҫҫӗ, вӗсене хӑвалаҫҫӗ, пусмӑрлаҫҫӗ. Нагульнов унпа килӗшрӗ. Эпир бастион кӗтессинче лартӑмӑр та — ҫапла ик еннелле те йӑлтах курса тӑратпӑр. Телее, карапӑн ку пайне шыв кӗмен: карапӑн хыҫалти пайӗ ҫапӑннӑ хыҫҫӑн та шыв ҫийӗнче ҫӳллӗ тӑрать. Ритӑпа Павел, хӗсӗнкелесе, аран алӑк патне ҫитрӗҫ. Бенедикт пичче «Пилигрим» ҫинче тупма май килнӗ кӑпшанка лупӑпа сӑнарӗ. Ку вӑл таракансен ушкӑнне кӗрекен, америка тараканӗ йышши, пуҫне витсе малалла тухса тӑракан ҫурӑм шӑммиллӗ, ҫаврака хырӑмлӑ та чылай вӑрӑм икӗ хут ҫунатлӑ кӑпшанкӑ. Бенедикт пичче ӑна камбузра тупрӗ. — Осколкӑпа-и? — Алпа пемелли гранатӑпа. Вӑл темле хӑрушӑ ӗҫ пулнине туйса сасартӑк вӑранчӗ. — Эй, турӑ! Кайрӑмӑр пӳлӗме, — терӗ вӑл хулӑн сассипе. Ай, чее ултавҫӑ! Хӗпӗртесех кӗтнӗ пулӑттӑм! Аркадий Павлыч ӑна хӑйӗн аллине тӑраничченех чуп тума ирӗк панӑ хыҫҫӑн крыльца ҫине улӑхрӗ. Давыдов ҫав каярах акса хӑварнӑ кубанка начар шӑтса тухасран шикленсе тӑчӗ; Любишкин таунпа пӗрлех шикленкелерӗ, Яков Лукич тата, хӑй сӑмахне ӗненсе, тӳрех ҫапла каларӗ: — Шӑтмастех! Унтан, ача сывалса пынӑ май, вӑхӑтлӑха уҫатчӗҫ вӗсене; каярахпа ачана пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳретрӗҫ, крыльца ҫине, картишне, сада кӑларма пуҫларӗҫ. Эпӗ юхакан пӗренесем хушшинче пыма тӑрӑшрӑм, кимӗ тӗпне выртрӑм та ӑна шыв юххине май ятӑм. Виҫӗ сехет хушши йывӑр ҫулпа пынипе эпир ту хӗррине ҫеҫ ҫитрӗмӗр. — Ав унта, шырлан тӗлӗнче. — Манӑн тусӑм Грушницкий те-и? Тӑван Шотландирен тухнӑ чухне ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулассине ӗненсе те шанса тӑнӑ экипаж халӗ тарӑн шухӑша кайса салхуллӑ пырать. Юлашки шухӑшне вӑл ирӗксӗрех илтӗнмелле каласа ячӗ. Пуҫа тӑхӑнмалли шлемӑн мал енче ҫӳхе те питӗ ҫирӗп кӗленче. 1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗ умӗн каҫхине ултӑ кун пӗр чарӑнмасӑр алхаснӑ тӑвӑлпа аманнӑ «Британи» Мария-Терезия утравӑн шыв айӗнчен тухса тӑракан чуллӑ ҫӗрӗсем ҫинче ҫӗмӗрӗлчӗ. Говэнпа унӑн вунтӑхӑр салтакӗ умӗнче вандеецсен ҫав пилӗк пинлӗ ҫарах пулчӗ, анчах халӗ ӗнтӗ вӗсем ҫав ҫар хыҫне тухса тӑчӗҫ. «Саня, шӑлтах тӗлӗнтерсе ятӑн эсӗ мана, — тесе ҫырать вӑл, — ӑнлан, сан ҫыруна илсе эс сывах иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн мар, кунтисем эсӗ ҫунса кайнӑ тенӗ хыҫҫӑн. Вӑл наукӑна хисеплемест тата юратмасть кӑна мар, хӑй ҫӑмӑл ӑнкаракан япаласене пикенсе вӗренекен ҫынсем ҫине йӗренсе пӑхать. Вӑл эпӗ мӗнле вилтӑпри ҫинчен каланине юриех пӗлнӗ пек пулчӗ курӑнать. Киле таврӑннӑ чух ҫапах та упа паланӗ айӗнчи пӗчӗк сак патне пытӑм, Зинаидӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӗн кантӑкӗ ҫинелле пӑхса илтӗм. Ноябрь вӗҫӗнче, кӗрхи ҫӑмӑрлӑ каҫ, Антонюк бандит тата унпа пулнӑ ҫичӗ ҫын юн тӑкса ҫӳресси чарӑнать. Озеров капитан шутласа хунӑ тӑрӑх, пулас ҫапӑҫура нимӗҫсемшӗн кӗтмен-туман ҫӗртен, сасартӑк сиксе тухакан кӑмӑла килмелле мар япаласем нумай пулмалла. Акӑ мӗн ҫинчен пӗлчӗ мисс Грант: Британи ятлӑ суднопа Патагони ҫыранӗсем ҫывӑхӗнче крушени пулнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн капитанпа икӗ матрос ҫӗр ҫине ҫӑлӑнса тухнӑ та, вара вӗсем, мӗнпур ҫутӑ тӗнчерен пулӑшу ыйтса, океана виҫӗ чӗлхепе сырнӑ ҫыру пӑрахнӑ. Нимле аннӳ те мар эп сана, председатель юлташ. Эпир июлӗн 22-мӗшчен кӗтсе ирттерес пулсан, Скартарис тӑвӗн мӗлки Снеффельс кратерне ҫитсе ачашланине курмашкӑн кая юлнӑ пулӑттӑмӑр; ҫавӑнпа та, пирӗн мӗнле те пулин Копенгагена часрах ҫитсе, унтан Исландине ҫитме тӑрӑшмалла. Лайӑх чухлакан ҫын пек, Квейс Черньӑна пӑхкаласа илчӗ, — йытӑ хырӑмӗпе хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ. Старик кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ. Вӗсем крыльца ҫине тухрӗҫ. Дик Сэнд каланӑ сӑмахсем мӗн тери хӑрушӑ пулни пире халь пит те ӑнланмалла: — Африка! «Кала!» Том пӗтӗм ҫанҫурӑмӗпе чӗтресе илчӗ, мӗншӗн тесен унӑн куҫӗ Джо индеецӑн салхуллӑ сӑнне курчӗ. Унта пӗр йӗрке кӑна ҫырнӑ: «Манӑн паянах каймалла-и е ыранччен юлма пултаратӑп-и?» — тенӗ. Кунсӑр пуҫне хуҫана хам тумтир вӑрттӑнлӑхӗ пирки никама та пӗлтерме, ҫакӑнпа пӗрлех унӑн тарҫӑ-лашине те хӑй мӗн курни ҫинчен ҫынсене каласа пама хушмарӑм. Ҫамрӑк запорожец таврашӗнче хӑйсен урисемпе вӗттӗн тапӑртатса тӑватӑ ҫын — ваттисем ташласа тӑраҫҫӗ: вӗсем ҫав тери хӑвӑрттӑн айккинелле ыткӑнаҫҫӗ, ҫӳлелле, музыкантсен пуҫӗ ҫинех, сикеҫҫӗ, унтан сасартӑк аялалла хутланса, хӑйсен кӗмӗл таканлӑ атӑ кӗллисемпе хытӑ ҫӗре тапӑртаттарса, ура хуҫса ташлама тытӑнаҫҫӗ. Комиссарпа Степан Иванович ҫав чӑмӑр тӑшмана хӑш тӗлте пырса ҫапасси, тата нимӗҫсене вӑл мӗн кӳресси ҫинчен хӗрсе кайсах сӳтсе яврӗҫ. Вара унта сана валли Ананьево пулать. Ӑна ывӑлӗ хӑйӗнчен ютшӑннӑн туйӑнать, вӑл ҫавӑншӑн инкекрен хӑранӑ пекех хӑрать. Амӑшӗ ӑна хуллен кӑна:— Тытаҫҫӗ сана… — терӗ. Ҫухатсан, ыррине ан кӗт вара. Юрӑпа ун юлташӗсем пулӑшнипе врач самолёт ӑшне тепӗр носилка кӗртсе лартрӗ, ун ҫинче такам вӑрӑммӑн та хуллен йынӑшать. Манӑн пуҫҫавӑрӑну урокӗн малтанхи тапхӑрӗ пӗр сехете тӑсӑлчӗ. — Суранӑра лайӑхрах ҫыхтарнӑ пулсан, хӑвӑршӑнах аван пулнӑ пулӗччӗ, ваше благородие, — терӗ хӑюсӑр Игнатьев: — хӗрсе кайнӑ чух кӑна ҫапла вӑл, нимех те мар пек туйӑнать, япӑхрах ан пултӑрччӗ, ав вӗт мӗнле ҫунтараҫҫӗ унта… чӑнах ара, ваше благородие. Укреплени тӑвакансем сахал мар нуша тӳснӗ, анчах вӗсен ӗҫӗ усӑсӑр ҫухалман. Чи мӗскӗн вилӗмпе вилсе выртасси куҫ умӗнчех тӑрать! — Мӗлки, — ответлерӗ Чартков кӑмӑлсӑррӑн, ун ҫине пӑхмасӑрах. — Хуҫинчен тарнӑ, — терӗ игумен, — тен, таврара сунарсем пур-тӑр. Набегра-мӗнре пулма тӳр килсен (эпӗ ватӑ кашкӑр вӗт, пурне те курнӑ), пӑшалтан переҫҫӗ пулсан, эсӗ халӑх нумай ҫӗрте, купаланса тӑракан ҫӗрте ан ҫӳре. Вӑл бассейна шыв ячӗ те Лосьпа Гусева — кашнине уйрӑммӑн, — ваннӑя илсе кӗчӗ; унта тӗпӗнчен пӑс ҫӑран капламланса ҫӗкленет — ҫав тери ӗшеннӗ ӳтрен кӑпӑкланакан, вӗри, ҫемҫе-ҫепӗҫ шыв перӗнни ытла та пылак. Карл Иваныч, ӑна кукамай ачасен аслашшӗ тесе чӗнет, хӑйӗн эпӗ пӗлекен хисепе тивӗҫ кукшине сасартӑк, тур пӗлет темшӗн, ҫӳҫне шӑп пуҫ варри тӗлӗнчен ҫиппе ик енне уйӑрса турамалли хӗрлӗ парикпе улӑштарнӑскер, мана ӑнланма ҫук кулӑшла ҫын пек туйӑнчӗ, ҫакна эпӗ халиччен асӑрхаманнипе хамран хам тӗлӗнтӗм. 2. Капитан кирек мӗнле наградӑсене те илмӗп тесе малтанах сӑмах пӗтерсе хурать. — Мана вӑл, канфет таврашӗ, кирлех те мар! Вӑл — сирӗн ҫинчен мар, вообще… Анчах карчӑк, ун ҫулне пӳлсе, сиввӗн каларӗ: — Эсне куратӑп, суккӑр мар… Анчах пирӗн ҫавна ӑнланман хресченсем те пур-ха, хӑйсен ӑнланманлӑхне пула, вӗсем ҫавӑн йышши жандармсене пулӑшса тӑраҫҫӗ тата колхозсем тӑвас ӗҫе чӑрмантарса пыраҫҫӗ, — вӑрлӑхлӑх тыррине кӳрсе памаҫҫӗ… Ҫӗрлехи пурнӑҫпа халтан кайса сархайнӑ пит-куҫ вырӑнне, — питҫӑмартисем ҫинче, ҫамки ҫинче, хӑлхисем хыҫӗнче, — хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ хӗрлӗ тӗс. Устин аллипе: сана итлес те килмест манӑн, тенӗ пек сулчӗ. — Качакин, чӑн та, характерӗ пурччӗ ӗнтӗ. Кӳр-ха, пӑхам, эпӗ ӑна ҫӗклесе хӑпартма пултаратӑп-ши? Эпӗ унран хӑлхинчен ыйтрӑм — крыльца ҫинче палланӑ хӗрарӑм тӑрать-и, терӗм. Эпир негрсене тыткаланинчен лайӑхрах-и? — Пӑшӑрханусем вара, хӑйсен мӗлкисем пекех, вӗсем хыҫҫӑнах пыраҫҫӗ… Анчах ку аташуччӗ ӗнтӗ. Вӑл хӑй хӑтӑлнӑшӑн чунтан савӑннӑ, унӑн хура куҫӗнче кулӑ ҫутӑлса тӑчӗ, хулӑн та хӗрлӗ тути хӗрри сиккелерӗ. Паллах, вӗсене каллех уйӑраҫҫӗ пӗр-пӗринчен, кам пӗлет, курнӑҫма, пӗр-ик сӑмах калаҫса илме тӳр килӗ-ши малашне? Редактор сасартӑк такӑнчӗ: пӗр юлан утлӑ тӗрӗк пынине курчӗ вӑл. Атя, ҫывӑрар. Ҫак хӗрлӗ ҫӳҫлӗ чеченецсенчен кашниех ҫын пулнӑ, кашнинех пичӗ ҫинче хӑйне расна сӑн. Ун пек ҫынсем — таса чӗреллӗ, ача пек тӳрӗ кӑмӑллӑскерсем, час ӗненекенскерсем… эсир ҫавӑн пек ҫынсенчен… Вӗсем йӑлт арпаштарса пӗтерчӗҫ, ҫитмен вырӑн хӑвармарӗҫ, амвон ҫине те улӑхрӗҫ, аналоя куҫарса пӑхрӗҫ, алтарьти престол айӗнче шырарӗҫ, чиркӳ ӑпӑр-тапӑрне хуракан шкапсене, кивӗ турӑшсем тултарнӑ арчасене, чӳрече хушлӑхӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, Огнянова ниҫта та тупаймарӗҫ. Хӑй вара мӗн ҫылӑх каҫарттарса пӗтеричченех кӗтсе тӑчӗ. Учительсене хӑрамасӑр кӗтсе илетӗп ҫеҫ мар, класс мана кӑштах хӗпӗртеттерет те. — Вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракансене пурне те черетпе ҫивӗччӗн пӑхса ҫаврӑнать: — Шевчук! Володя ирӗксӗрленипе мар, хӑй кӑмӑлӗпе кунӑн-ҫӗрӗн ҫӳлте вӗренсе ларать, кӑнтӑрлахи апат ҫиме кӑна аяла анать. Мӗн туйрӗ унӑн чӗри? Святой Патрик, хӳтӗле мана! Анчах мӗн пулчӗ-ха апла вӑл? О, мӗнешкел кураймастӑп халь ӗнтӗ эп Макҫӑма! — Хӑвӑн аллӑ ҫула ҫитнӗ, анчах та, прапорщик пек, дуэльре ҫапӑҫнӑ ырӑ ӑслӑ пиччӳн урине ан тӗшӗрсе пӑрах. Кӗпер енчен тапӑнма тапратсан, пушар тухмасӑр пулмасть, ҫемье архивне ҫунтарни вара Ваттисенчен мӑшкӑллани пулать, — ҫавӑн пек туйӑннӑ Говэна. — Ачасем театра хуптарасшӑн мар-и вара? Ку ӗнтӗ хамӑр пӗр-пӗрне тупрӑмӑр тесе ҫырнине хирӗҫ калакан ответ. Ҫапла вара, ирхине вунӑ сехет тӗлне «Пилигрим» ҫинче фок, марсельпе кливер парӑсӗсем карӑнса тӑчӗҫ. Кӑшт шухӑшларӑм, сывлӑш та пӳлӗнчӗ пулас манӑн, унтан хама хам ҫапла калатӑп: «Ну, мӗн тӑвӑн тамӑкра ҫунма лекет». Тытрӑм та ҫурса тӑкрӑм ҫырӑва. Ырӑ Мина старик суранлӑ ҫыннӑн асапне ыттисенчен ӑстарах ҫӑмӑллатма пултарчӗ. Огнянов унпа кунсерен темиҫе сехет хушши пӗрле ирттерчӗ, хӑнӑхса ҫитрӗ, пыра-киле ӑна ҫак старик кӗттерсе тунсӑхла та пуҫларӗ. Хуҫа хӗрачин пуҫӗ кӗтмен ҫӗртен ҫухалчӗ те, ун вырӑнне пӳлӗме Елена кӗрсе тӑчӗ. Ӑс-тӑн тата хытӑрах ӗҫлесе пырать, пурӑнӑҫра темле япаласем пулнине те аса илтерет, ҫавсемпе вӑл шухӑш выляса хӑрушӑ япала таврашӗ шухӑшласа кӑларнине хирӗҫ тӑнӑ пекех туйӑнать. Пит хытӑ кӗтнӗ чух Халиччен нихӑҫан та мустангер хӳшши патӗнче лаша урисем ҫавӑн пек тапӑртатни илтӗнмен, ун витинче тин ҫеҫ тытнӑ тискер лашасем тулли пулнӑ чухне те ҫавӑн пек пулман. Лӑпкӑ ял урамӗнче вӑл пӗр чӗрӗ чуна та курмарӗ, мечӗте хирӗҫ пӗртен пӗр трактир патне ҫитсен лаши ҫинчен анчӗ. Улӑхсенче лутра йывӑҫ тӗмисем ӳсеҫҫӗ, вӗсен йӗплӗ те тӑварлӑ ҫулҫисем сурӑхсемшӗн питӗ аван апат вырӑнӗнче шутланаҫҫӗ. Час-часах pig'faces кӗтӗвӗсем — Австралинче ҫеҫ пурӑнма пултаракан сысна сӑмсилле сурӑхсен кӗтӗвӗсем тӗл пулаҫҫӗ. «Ну, Акулина тусӑм, сан аҫу патне, тимӗрҫӗ Ваҫили патне хӑнана пыратӑпах», — тенӗ Алексей. — Ҫапла калаҫкаласа, ташлакаласа пырать урам тӑрӑх пӗр вӑтам ҫулхи этем, пӑртак сыпнӑскер. Пӗтӗм пӳлӗмсенчи стенасем шап-шурӑ, урайсене кавирсем сарнӑ, тул енчен ҫуртне штукатурка тунӑ. Кам вӑл? — ыйтрӗ аслӑ Артамонов, вара Мирон хӑйӗн приговорне вуласа паракан судья пек пӑт татса ответ пачӗ: — Романтик мӗн иккенне никам та ӑнланмасть, эсир те ӑнланас ҫук ӑна, тете. Пӗчӗк те ырхан Клещов, хӑмӑт ӑсти — пуринчен те лайӑхрах, тата темле ӑраснах аван юрӑсем юрлатчӗ; вӑл чӑмланӑ пек лучӑрканса кайнӑ ҫынччӗ, хӗрлӗ ҫӳҫӗ арпашӑнса тӑратчӗ; пӗчӗк сӑмси, вилӗ ҫын сӑмси пек, йӑлкӑшатчӗ, ыйхӑллӑ та пӗчӗкҫӗ куҫӗсем пӗртте вылямастчӗҫ. Эпир утса пынӑ чухне пирӗн урасен айӗнче шутсӑр нумай авалхи ӗмӗрсенчи пурӑннӑ тӗрлӗ йышши шапа хуранӗсем шатӑртатса анаҫҫӗ. Кунта пурӑнать. Вӑл вӑраннӑ тӗле хӗвел тухнӑччӗ ӗнтӗ. Вӑл ҫӗрле Бекки пурӑнакан ҫурт тавра ҫӳреме тытӑнчӗ, хӑйне хӑй шутсӑр телейсӗр тесе шутларӗ. Мӗн чухлӗ вӑй-хал пӗтерчӗҫ, анчах усси-мӗнӗ пулмарӗ. Ҫывӑхрах килӗр-ха, тата ҫывӑхрах… тата, сире калаҫҫӗ!.. Икӗ кунтан пӑрахут ҫинче лоцманӗ те, машинисчӗ те ҫӗнӗ ҫынсем пулнӑ. Ҫак ҫын нихҫан та «толстовец» пулман, анархизм еннелле сулӑннине палӑртман, — вӑл шухӑш-кӑмӑл енӗпе епле аталанса пынине эпӗ лайӑх пӗлетӗп. — Ку, пӗр ҫын сӑнӗ… — терӗ Чартков; вӑл сӑмахӗсене каласа пӗтереймерӗ: темӗн хуҫӑлни илтӗнчӗ. Елена хӑйне ҫав тери телейлӗн туйрӗ; унӑн янкӑр уяр тӳпинче пӗр татӑк хура пӗлӗт тӑрать, вӑл та ҫухалать ӗнтӗ: Инсарова ҫак кун чылай лайӑх пулчӗ. Эпир пӗр-пӗрин хушшинче юрату пирки нихҫан та пӗр сӑмах та каламан; ҫапах вӑл хӑй мана итлеттерме пултарнине туять, ҫакӑнпа хамӑр хушӑмӑрта ним шухӑшламасӑр, анчах пусмӑрҫӑ пек усӑ курать; эпӗ хам чӗрере мӗн пуррине ӑна тем пек каласа пама шутласан та, унран ытла та хытӑ хӑранипе ҫакна тума хӑяймарӑм; лӑпкӑ пек пулма тӑрӑшрӑм тата ӑна пӗр ӳпкелешӳсӗр пӑхӑнтӑм. Тепӗр ик ҫекундран мана каллех шурӑ ҫӑра тӗтре хупӑрласа илчӗ; таврара шӑп. Вӗсем ачана юратман, юратманнине пытарма та тӑрӑшман. Хӑйсен шӑллӗне юратни вӗсен ҫакӑнта ҫеҫ палӑрнӑ: вӗсем ӑна парнесем илсе килнӗ тата кирек мӗн тума та ирӗк панӑ. «Турӑҫӑм, ҫак укҫан пӗр пайӗ те пулин манӑн пулсанччӗ!» — терӗ вӑл, йывӑррӑн сывласа, вара унӑн умӗнче тӗлӗкре курнӑ, 1000 червонец тесе ҫырса илӗртекен укҫа ҫыххисем хутаҫран тӑкӑннӑ пек пулчӗ. Сережӑна нимех те мар, мана акӑ хуса кӑлараҫҫӗ ӗнтӗ». Япала — ҫӑралсах пыракан ӑс-тӑн сферин тӗшши, — вӑл аслати сывлӑшӗ пуҫтарӑнса тачӑланакан ҫаврака аҫа-ҫиҫӗм евӗр. — Манӑн санпа калаҫас та килмест! — ҫиллессӗн ответленӗ Люба. Ҫапла шутласа, ҫын хӑйне пӗтерме пултарни ман асра та пулман. Кӑна асра тытмалла. Сиккипе чуптарса ҫитнӗ Павло Любишкин лаши ҫинчен анмасӑрах питӗ тачка та вӑрӑм чӑпӑрккипе пиччӗшне ҫунтарнӑ самантра ыттисем — кӗтӳҫсене хӗссе пычӗҫ те вӑкӑрсене уйӑрса илчӗҫ, вӗсене хутор еннелле хӑваласа кайрӗҫ. — Эпир руле ҫавӑрма пӗлетпӗр. Анчах каяс ҫула кам кӑтартса парӗ? Хӑй ҫӑм миххисем ҫинче марри, йӗри-тавра типӗ пулни, мачча ҫинче аслати авӑтса ҫиҫӗм ҫиҫменни уншӑн темле питӗ тӗлӗнмелле япала пек туйӑнса кайрӗ. Хам сӑмахсене каласа пӗтерсен, вӑл мана хӑйсем патне хӑварма хавасси ҫинчен каласа пачӗ, унтан манӑн сӑмахсене хамӑрпа пӗрле ларакан ытти ҫынсене каласа памашкӑн манран ирӗк ыйтрӗ. Уҫӑмлӑ та вылянчӑк, ҫеҫенхирти ҫил пекех телейлӗ те ирӗклӗ, ҫав ҫил пекех чарусӑр ашкӑнчӑк кӗвӗ хушшинче, пурнӑҫӑн анлӑ та сӑрӑ-чӑпар кӗрлевӗнче, халӑх юррин е салхуллӑ, е тата хӑватлӑ янравӗ хушшинче час та часах, вӑйлӑн та харсӑррӑн чӗрене пӑчӑртаса лартакан темӗнле сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ. — Ҫук, ҫук. Вилӗм батальонӗпе доброволецсем Совет влаҫне хирӗҫ тӑнӑ, вӗсене те ҫапса аркатнӑ. «Илтнӗ пулӑр», терӗ Иван Иванович: «манӑн сире паллас та килмест». Ҫав ята илтсенех Казбичӑн куҫӗ ҫиҫсе илчӗ, вӑл вара Азамат ашшӗ пурӑнакан аула тухса кайрӗ. Ҫавӑн пек туса вӑл ачине улталасшӑн, анчах кӑлӑхах иккен. Давыдов самантлӑха хӑйне тӗреклӗ, авланнӑ ҫын вырӑнне, Куприяновна пек самӑр арӑмӗпе тӗрлӗ ҫулти нумай ачисен хушшине хурса пӑхрӗ те сасӑпах кулса ячӗ. Кун ҫинчен мана иеромонах, богослови магистрӗ, сирпӗтсе яракан япаласем тӑвас тӗлӗшпе ӗҫлекен химик, биолог — неовиталист тата ыттисем те нумайӑшӗ каланӑччӗ. Ҫӑра сӗм вӑрмантан сулхӑн ҫапать, анчах пост патӗнче ҫаплах шӑрӑх-ха. Марья Васильевна каллех:— Ҫапла, — терӗ. Ярцев тӑвӑннӑ сассипе пӑшӑлтатса илчӗ: — Ӑҫта эпир? Вӑл тияккӑнӑн вил мӗлкесем пирки шӳтлесе каланӑ сӑмахне те асне илчӗ, хайхискер хӑй сисмесӗрех хӑраса ӳкрӗ. Вӑл пӑлтӑра кӗнӗ иккен те унта тепле майпа купӑста йӳҫӗтмелли шетнике кӗрсе ӳкнӗ. Задача паллӑ пуль? — Ҫавӑн пек тарнӑ вуншар ҫын пекех пурӑнӗ… Вулав ҫуртӗнче пулнӑ-и эппин пӗр хут та пулин?… — Ӑҫтисем, тетӗп? — Доктор, пулӑшӑр! — кӑшкӑрса ятӑмӑр иксӗмӗр те. — Мӗн тӑвас пирӗн? Унтан жандарм кӗр пулнӑ май кайӑксем вӗҫсе каясси ҫинчен, вӑрҫӑ тата арӑмӗн чирӗ ҫинчен, халӗ арӑмне йӑмӑкӗ пӑхса пурӑнни ҫинчен калаҫрӗ. Тепӗр хут калатӑп, тусӑм, шӑппӑн ҫӳреме тӑрӑшӑпӑр. Вӗсем унта труба ӑшӗнчи тимӗр картлашкасем тӑрӑх хӑпарнӑ. Пирӗн сулӑ шӑпах тӑракан тинӗс ҫийӗнче нимӗн шумасӑр чарӑнса тӑчӗ. — Эсир мӗнле инженер иккенне пӗлместӗп эпӗ, анчах… машинӑна питӗ тӗлӗнмелле юсатӑр вара. Хам ҫырса пынисенче эпӗ йӑлара, чӗлхере, тумтирте, апат-ҫимӗҫре тата савӑнӑҫра пулнӑ пур улшӑнусем ҫинчен те тӗплӗн кӑтартса панӑ пулӑттӑм. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе ывӑннине туйрӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй панӑ ҫимӗҫсенчен паҫӑрхи карчӑк кухньӑра хатӗрлекен тутлӑ апат шӑршипе киленчӗ. Каллех ҫара чечек ӳссе ларнӑ прерие пырса лексен, вӑл хӑй тин ҫеҫ мӗн курни-илтнисене аса илме пуҫланӑ. Вӗсем мӗнле йӳнеҫтерсе пынинчен эпӗ хам та тӗлӗнетӗп. Саша вара, куҫне-пуҫне чарса пӑрахса, мана ҫапла каласа хучӗ:— Асту кукаҫу мӗн каланине! — терӗ. А-ха! Тепӗр кунхине вӑл пӑрпа ҫӗр сыпӑннӑ тӗлтен ҫыран хӗррипе тухса утнӑ. Пӗр-вӗҫӗмренех вӑл тем ҫинчен шухӑшлатчӗ. Кӑна эпӗ унӑн пичӗ улшӑннинчен — ним калаҫмасӑр-тумасӑр хӑй ӑссӗн кӑна хуйхӑрса ҫӳренинчен, кулнинчен — ҫӑмӑллӑнах пӗлеттӗм. Смотритель кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан сасартӑк хӗрсе кайса, хӑлаҫлансах калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ хамах ӑнланатӑп, батюшка, йӑлтах пӗлетӗп; анчах мӗн тӑвас тетӗр-ха! «Ну, кала ӗнтӗ, ӑҫта эпӗ халӗ?» ыйтрӗ каллех Тарас. Юлашкинчен эпӗ ватӑ Нэна куртӑм. Пулин, мӗнех вара! Анчах вӑл вӑрӑмтунасенчен хӑратчӗ, вӑрӑмтунасем ӑна ҫыртса тӑнне ячӗҫ, ҫавӑнпа та пирӗн нимӗн те пулаймарӗ. Тепӗр уйӑхран караван Мурана пырса ҫитнӗ. Ҫул тӑршшӗпех типӗ ҫанталӑкра алхасакан ҫил-тӑвӑл кӗрлесе тӑнӑ. — Ак кунта, пӳрне ҫинче. Анчах халлӗхе йӗркеллӗрех тыткала хӑвна. Вӑл пире комендант патне кайма хушрӗ. Каялла таврӑннӑ чух Розеллисен кондитерскийӗ вырнаҫнӑ ҫурт тӗлне ҫитиччен урама тухакан чӳречесенчен пӗри сасартӑк шалтлатса уҫӑлчӗ те — чӳрече тӗлӗнче (пӳлӗмре ҫутӑ пулман) хӗрарӑм кӗлетки курӑнса кайрӗ, — вара хӑйне чӗннине илтрӗ: «Моnseieur Dimitri»! Блиндажран шурӑ маск-халат тӑхӑннӑ Озеров майор тухнине курсан, боец чӑрӑш тураттинчен тытса аялалла пӗшкӗнчӗ те пӑлханса пӗлтерчӗ: — Майор юлташ, пирӗннисем кусем! Кунта тем пысӑкӑш ӗне кӗтӗвӗ пӗтнӗ пулнӑ. Гаврилов — пограничник. Унӑн батальонӗ хӑйӗн постисене ҫитмӗл километр тӑсса кайнӑ, вӑл кунта «хуҫа». Сан патна лабораторие бутерброд тавраш кӳрсе тӑраканни, сана хӑйне пӑхтарас тесе ытлашши хыпса ӳкекенни ан пултӑр. Кама, тен, ҫак улиткӑсем, шуйттан мӑйракисем кирлӗ, — э? Пӗр кун шухӑшлать, ик кун шухӑшлать. Вӑл кинӗ ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ те сасартӑк:— Сарӑлатӑн, Наталья! Ҫавӑрса илнӗ шухӑш ӑна пӗр минут та канӑҫ паман, уҫӑлкаласа ҫӳренӗ вӑхӑтра та вӑл хӑйӗн мӗнпур ӑсӗпе тимлӗн тишкерсе, ӗҫе татӑклӑ тумашкӑн тепӗр майпа сӑнаса пӑхма тавӑрӑннӑ пулас. Анчах, тепӗр енчен, ку ҫын чӑнах та пире сиен кӳретчӗ. Эрне хыҫҫӑн эрне иртет, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх; вӑл хӑй пырсанах панӑ укҫана тахҫанах пӗтерчӗ, анчах ҫӗнӗрен тӳлеместчӗ. Атте те унран укҫа ыйтма хӑю ҫитместчӗ. Унӑн минтерӗ ҫинче Гвоздев ҫырӑвӗ выртнӑ. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ӑҫта! — Эй, ан алхас, ас ту, ӗнсерен лекет! Вӑхӑт тупӑнсан, эпир ӑна тухса тарас каҫ чавӑпӑр. Темиҫе самант шӑпах тӑчӗҫ, шыв кӑна шлюз витӗр шӑппӑн та ачашшӑн шӑнкӑртатать. — Чӗре, — чӗре пур этемӗн, — шӑппӑн каланӑ ҫамрӑк. Сӑнамалла… Общество ӗҫне явӑҫтарӑп ӑна, хӑй тӗллӗн вӗренме ӳкӗтлӗп е вӑйпах вӗрентӗп. — Мана мар ӗнтӗ, турӑ ҫырлахах, автана! Глухань ятлӑ боец хӑяккӑн выртать. Сулӑ ҫинчен ыткӑнса юлас мар тесе пирӗн пӗренесенчен тытса пымалла пулчӗ. «Vous êtes une habitante de Moscou? — терӗм эпӗ ӑна; вӑл ҫирӗплетсе каланӑ хыҫҫӑн малалла тӑсрӑм: — еt moi, je n'ai encore jamais fréquenté la capitale, — ҫаксене каланӑ чух эпӗ уйрӑмах frеquenter сӑмах вӑйӗ ҫине шантӑм. Вырӑссем! — Темӗн ҫав, Уэлдон миссис, — терӗ Халл капитан. Ҫакӑнтан вара документра кӑтартнӑ широтан градусӗсем крушени вырӑнне ҫеҫ кӑтартма пултараҫҫӗ теме пулать, кӗленчине те Австралин хӗвеланӑҫ ҫыранӗсем патӗнче «Британи» крушени пулнӑ хыҫҫӑнах тинӗсе пӑрахнӑ теме те пулать. — Мстислав Сергеевич… хӑлӑп… ҫуткӑҫ… Вӑл пурне те йӗркипе ыйтса тухрӗ: «Мӗн, вӗсен пирӗн пеккисем пурте пур-и, е урӑхларах?.. Чаплӑ мар, анчах илемлӗ. — Пӗтӗмпех ыраттарса пӗтерчӗ! Акӑ ӗнтӗ юратса пӑрахрӑм пек те туйӑнчӗ мана, анчах та кайран ку ирӗксӗртен тухса тӑнӑ ултав пулнине, капла юратма май ҫуккине куртӑм та малалла кайма пултараймарӑм, анчах хӗр кайрӗ. Эсир каласа хунӑ пек, мӗншӗн алӑсене усса ларни ҫинчен ӑнлантарса пама мана кирлӗ те мар. — Мӗн каламалли, кӑмӑл тусамччӗ, Ливси! — терӗ ӑна хирӗҫ сквайр, — Гокинс паян унтан ытларах илмелӗх те ӗҫ тунӑ. Ҫывӑрма килне ан кай», — тесе калать, тет. Зоя ӗҫесшӗн мар, Шубинӗ ӗҫтересшӗн пулчӗ, анчах кашнинчех хӑй ӗҫсе ячӗ, каллех тултарса Зойӑна сӗнчӗ; ҫавӑн пекех тата вӑл пуҫне ун чӗркуҫҫи ҫине хурасси килни ҫинчен пӗлтерчӗ, Зоя вара «ҫакӑн пек ирӗклӗхпе» ниепле те килӗшесшӗн мар пулчӗ. Ку мана унпа хытӑрах интереслентерчӗ, анчах эпӗ, именекен е хӑракан ҫын пулман пулин те, пачах урӑхла — яланах пурне те тата хӑвӑртрах пӗлесшӗн ҫунакан ҫын пулнӑ пулин те, мана ку унпа паллашма хӑюллӑх параймарӗ. Унтан малти сылтӑм урине ҫӗклерӗ, хӳрине пӑлтӑртаттарса, кубика ҫӑварӗпе ҫыртрӗ те, айккинелле чупса кайса, ӑна палуба ҫине хучӗ. — Мӗнле пыраҫҫӗ кунта сирӗн ӗҫсем? Почтӑри дежурнӑй паян ирхине Берлинра мир туни ҫинчен каҫса кайса каласа кӑтартать, пуҫне анчахрах пырса кӗнӗ мӗнпур ӗҫсем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пӗлтерет. — Сирӗн Лукашкӑпа мӗн пулни ҫинчен эс хӑть пӗр хут та пулин каласа парсамччӗ? — Эсир иксӗр те ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ пулмалла, анчах малта ӗҫсем нумай-ха. Арӑм та пӗртен-пӗр музыкӑпа ҫеҫ интересленнӗ пек туйӑнчӗ, юри хӑтланас тени унра нимӗн те курӑнмарӗ. Анчах ку вӑхӑтлӑха шӑпланнӑ тапхӑр кӑна вӑл. Вӑл аллӑ ҫулалла ҫитнӗ ҫӳллӗ те пӗтӗм ҫын, ҫурӑмӗ кӑшт курпунланнӑ пулин те, яштак-ха. Атя киле! Ыран манӑн ӗҫ ҫук вӗт. — Ҫапла ҫав, — терӗ манах, — ӗненӳ сахал; эпӗ вӑрҫӑ хыҫҫӑн аманнӑ салтаксемпе калаҫрӑм та, куратӑп: салтак та вӑрҫа ӗненмест! — Халӗ ытларах вӗренмен ҫынсене асапланма тивет, — кулса илчӗ Разметнов. — Хӑй каламаллине вӑл малалла калатӑр, — терӗ судья, ҫӗнӗ сигара тивертсе. Анчах вӗсене мрамор шариксем те, цирк та, шыва кӗресси те йӑпатаймарӗҫ. Пӳртре шӑв-шав ҫӗкленчӗ. Эпӗ ман тусӑм мӑнаҫлӑ та йӑваш пулнине асӑрхарӑм, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ чухне вӑл яланах ҫакнашкалччӗ, ун пек кӑмӑллӑ чух эпӗ ӑна уйрӑмах юрататтӑм. Курӑк хушшинче шӑрчӑксем хыттӑн чӑрӑлтатрӗҫ, ӑҫтан-тӑр аякран карӑш пикенсех пӗр евӗрлӗн кӑшкӑрни илтӗнсе тӑчӗ. — Сирӗн унта темӗн те курма тӳрӗ килчӗ пуль? — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗлес килнӗрен. — Ҫапла ӗнтӗ, ученӑйсен теорине ҫирӗплетмешкӗн тата пӗр пин те тӑватҫӗр ҫитмӗл иккӗ те тӑваттӑ вуннӑмӗшӗ ҫитеймест. Ҫавӑнпа шалалла аннӑҫемӗн температура вӗриленсе пырать тени йӑнӑш пулать. Вӑл улахсене ҫӳреме пуҫларӗ, кадрильпе полька ташлама вӗренчӗ, праҫниксенче киле хӗрӗнкерех таврӑнакан пулчӗ, анчах эрех пирки яланах хытӑ асапланатчӗ. Лутра кӗлетсем хӗл каҫиччен татах та ытларах чалӑшса кайнӑ, хӳмесем шӑтса, ванса пӗтнӗ, ҫав шӑтӑксем витӗр урапапа тухса ҫӳреме пулать, Сковородниковсен хыҫӗнче шӑршлӑ шӑмӑсем, чӗрнесем, тир татӑкӗсем купаланса выртаҫҫӗ. Лукашка кулкаласа Оленин ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те пӗшкӗнчӗ. Ушкӑн часах инҫетре курӑнми пулчӗ, тӗттӗм пулсан, вӑл яла пырса кӗчӗ. Ерофей Кузьмич аллинчи сенӗк чӗтренсе илчӗ. — Хутсем курӑнмаҫҫӗ, — сасӑ пачӗ леш ҫынни. Ханша сутуҫине хорунжи эрех шырама кӑларса янӑ. Ҫакнашкал ыйту ҫине тавӑрса калама питӗ ҫӑмӑлччӗ ӗнтӗ, анчах Устин Давыдова ҫӑвар уҫма та памарӗ: — Районта, станицӑра, урӑхла каласан, вырӑнсенче ӗҫлекен пикесем вырсарникунсенче пичӗсене сӑрласа, пудра сапса, кунӗ-кунӗпе урам тӑрӑх ҫӳреҫҫӗ, каҫсенче ташӑ ташлаҫҫӗ, кино курма ҫӳреҫҫӗ, пирӗн арӑмсемпе хӗрсен вара вырсарникунсенче те тарпа ҫӑвӑнмалла-и? Февраль пуҫламӑшӗнче Кавказ ҫыранӗ хӗрринчи пӗр портран тапранса тухакан теплоход ҫине чи юлашки самантра хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче погон йӗрӗсем палӑракан сӑран пальто тӑхӑннӑ ҫӳлӗ те илемлӗ хӗрарӑм хӑпарчӗ. — Лайӑх мар, — теттӗм эпӗ пӗтӗм кӑмӑлтан. Вӑл, шултра туратсенчен авса тунӑскер, хӗрлӗ ҫулӑм хӑйӑвӗсемпе илемленме пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Пирӗн геройӑн телейне кура, ӑна пулӑшма ҫӳллӗ те тӗреклӗ матроса — комендора — хушнӑ пулнӑ. Ҫав ҫын осада пуҫланнӑранпах мортирӑсем патӗнче ӗҫленӗ иккен. Вӑл, фонарь йӑтнӑскер, пӗтӗм бастион тӑрӑх Володяна хӑй пахчи тӑрӑх ертсе ҫӳренӗ пекех ертсе ҫӳрерӗ, мортирӑсенчен, тӑрӑшса пӑхсан, пеме те пулать тесе шантарчӗ, ир тӗлне пурне те хатӗрлесе хурап, терӗ вӑл. Вара пурте сылтӑмалла та, сулахаялла та куҫма тытӑнчӗҫ. Сӗрме купӑс вырӑнне Иохим Карпат тӑвӗсем таврашӗнчи пӗр иртен-ҫӳрен ҫынтан йывӑҫ шӑхличӗ туянчӗ. — Ерипен! — пӳлчӗ ӑна Дубровский. Лайӑх офицер, теҫҫӗ. Амӑшне хӑйӗн ывӑлӗ ыттисем пек ҫилленменни, вӑрҫманни кӑмӑла кайрӗ. Унтан Хӗрлӗ Тӑрпа патаксем ҫумне тӑратса тӑм ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсем вара чӑн-чӑн бизон урисем пекех пулнӑ. Хамӑр хушӑмӑрта. Апла юрать-и вара? Ун пекки пулсан, тата Джо индееца ҫакса вӗлермесен, вӑл пире пӗтерет вӗт. Вара пирӗн вилӗмрен хӑтӑлмалли май та ҫук. Ав ӑҫта ҫити — Атӑл ҫине ҫити кӗртсе ятӑр вӗт тӑшмана! Вӑл вӑхӑтра пурте вӑрҫӑра мухтава тухма ӗмӗтленнӗ: кашниех ҫар начальникне хӑй енчен лартма тӑрӑшнӑ. Неушлӗ вара эпир хамӑр аттесемпе асаттесенчен япӑхрах? — Пурте мар, — пӳлчӗ ӑна палламан ҫын. Сывпуллашнӑ май, ҫамрӑксем Петр аллине чунтанах хыттӑн чӑмӑртарӗҫ. — Мӗн пулчӗ? — тенӗ вӑл, ачасем патне пырса. Синопа ӗсӗклесех макӑрнипе пӗр сӑмах та калайман. Вара Пӗччен Бизон Ҫӑхан Ура Синопӑн кӑлтӑрпине епле выляса илни ҫинчен каласа панӑ. 1. Ҫанталӑк нумайччен лайӑх тӑнӑ хыҫҫӑн барометр хӑвӑрт аялалла анать пулсан, ку ҫумӑр пулассин палли. Лайӑх ҫанталӑк нумайччен тӑнӑ чухне атмосферӑра мӗнле те пулин улшӑну пуличчен ртуть юпи икӗ-виҫӗ кун хушши анать. Жухрай кайнӑ хыҫҫӑн строительствӑра малти вырӑна тухассишӗн питӗ вӑйлӑ ӑмӑрту пуҫланса кайрӗ. Хӑлхине питӗрнӗ, тухма та, кӗме те ҫук… Ҫара пуҫсем ҫине, тӑвар сапнӑ пек, таттисӗр юр ҫуса тӑчӗ, инҫетрен Воропонов хыттӑн, ҫине тӑрса кӑшкӑрни илтӗнчӗ:— Спаси, господи, люди твоя… Эпӗ Ганс патне пырса унӑн аллинчен сӗртӗнтӗм, вӑл вырӑнтан та сикмерӗ. Унран пуҫланать. — Билетшӑн укҫа тӳленӗ эпӗ, тархасшӑн вӗрентсе ан тӑрӑр, — чарӑнмарӗ Стефчов. — Калӗ вӑл сана! Анчах производительсемшӗн эсӗ ответ тытатӑн, эсӗ вӗсене сӗлӗ ҫитеретӗн». Хӑй майлӑ савӑнма пӗлет вӑл. Таркӑна тытмасан, Шериф-агана ячӗ каяссӑн туйӑнчӗ, чыса тивӗҫес тесе, вӑл шкапсене ухтарчӗ, арчасене ҫавӑра-ҫавӑра пӗтерчӗ, чӑлансене, пур кӗтессе те пыра-пыра пӑхрӗ. Унӑн У–2 текен пӗчӗк самолет ҫинче вӗҫмелле пулнӑ, тӗрӗслессе халӗ инструктор мар, штаб начальникӗ, Алексее шкула пырсанах питех те сиввӗн йышӑннӑ хӗрлӗ питлӗ, самӑр подполковник тӗрӗслемелле пулнӑ. Сасартӑк хапхана шаккани илтӗнсе кайрӗ. — Кӗрсе тухма ирӗк парсамӑр! Туршӑн та, пит вӑйлӑ. Ахӑртнех, дамӑпа пӗрле ҫӳрекен арҫын пулчӗ пуль вӑл. — Ну? — Мӗншӗн тата? Ҫавӑнпа ҫавӑнти шыв масси те ку законран пӑрӑнаймасть. Субстанцире, паллах ӗнтӗ, этемре мӗн-мӗн пурри, этеме хӑйне пӑтраштарса яраканни, улталаканни, ӑна йӑнӑш ҫул ҫинелле пӑрса яраканни ҫук. Чылайччен эпир пӗр-пӗрне ним сиен тӑваймасӑрах тӗрмешсе тӑтӑмӑр. Юлашкинчен, Швабрин халран кайма тытӑннине кура, эпӗ ҫивӗччӗн ҫаврӑнкаласа, ӑна чакарса пырса, шываллах хуса кӗртсе ҫитер-тӗм. Тепӗр кунне пуҫ ыратать, тесе ӳпкелешнӗ, йынӑшнӑ, вырӑн ҫинчен тӑман, тепӗр уйӑхран вара каллех «кулленхинчен урӑхла» пурнӑҫа тутанса пӑхассишӗн ҫунма пуҫланӑ. Поэт е юмахҫӑ пулнӑ пулсан эпӗ, роза чечекне юратса пӑрахнӑ виноград тӗмӗ ҫинчен тем пулсан та юмах ҫырнӑ пулӑттӑм. Ҫывӑракансем урлӑ ҫара урисемпе малтанхи пекех ҫӑмӑллӑн утса, вӑл килхушшинчен пӗр пӗчӗк ҫӗклем ҫуртри улӑмӗ йӑтса кӗчӗ, ӑна сарлака кӑмака ҫине сарса пӑрахрӗ, пуҫ айне темле тумтирсем хучӗ. Хӗрарӑм каллех хӑйӗнни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ: — Йытӑсем кӑна кӗвӗҫмесӗр юратаҫҫӗ. Кӑна Кораблев тунӑ ӗнтӗ. Пирӗн купецсем, — сахалӑшне ҫеҫ ку шута илмесӗр, — сывлӑх тӗлӗшпе чи пуянтарах, анчах ӗҫ тӗлӗшпе чи ӗҫсӗртерех иккенне лайӑх пӗлетпӗр…» тенӗ. Ҫапла вӑл темиҫе япалана сӑмахсемпе каларӗ, вӗсен пӗлтерӗшне Ҫӗр чӗлхипе итлерӗ. Кашни минутрах эпӗ йӳҫлӗхре лака-лака лартӑм. Ҫав ҫынсенчен хӑшӗ-пӗрисем усал ӗҫе тунӑ вӑхӑтне те чылай шанӑҫлӑнах палӑртса каланӑ. Пултарӑн-и? Эпӗ сирӗн сӑмахӑрсене манман, нихҫан та манас ҫук. — Анчах та ӑна тума йывӑр! — Ак, ҫакланнӑ вара. Давыдов ирӗксӗртереххӗн чарӑнса тӑчӗ, ҫурма сасӑпа ыйтрӗ: — Мӗн кирлӗ сана? — Эсӗ, мучи, артиста кӗр, — хуравлас вырӑнне пӑшӑлтатса сӗнчӗ Антип. Лось хыпаланса ҫӗкленчӗ, шурӑ ҫӳҫне алӑ тупанӗпе шӑлса тикӗслерӗ. Умӑнти алӑк уҫӑ пулсан, мӗн шаккаса тӑратӑн ӑна? Каҫа хирӗҫ Инсарова ҫӑмӑлтарах пулчӗ. Сывлӑшра пин тӗрлӗ кайӑк шӑхӑрашни янӑраса тӑрать. Вӑл чирлӗскерӗн ал тымарне хыпашласа пӑхнӑ та унпа нимӗҫле калаҫса илнӗ, юлашкинчен вырӑсла — ӑна канӑҫ кирлӗ, кансан икӗ кунтан ӑна ҫула тухма та юрать, тесе пӗлтернӗ. Зинаидӑпа Малевский граф хушшинче мӗн пулнине эпӗ, пуринчен япӑхрах ӑнланатӑп. Тул енчен атмосфера пусӑмӗ сахал, шал енчен ытлашши нумай, ҫавӑнпа та вӗсен куҫӗсенчен юн тумламӗсем пӑчӑртанса тухаҫҫӗ. — Иван Павлыч, — терӗм эпӗ аптраса ӳксе, — манӑн начар отметка пӗрре кӑна вӗт. Астроляби тени вӑл манӑн чунӑм, тенинех пӗлтерет… «Пӗрре вӑл юханшывӑн ҫыран хӗррипе утса пынӑ. — Манӑн пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, — терӗ вӑл аран тухакан ҫемҫе сассипе. Тимур чартак ҫинчи кустӑрма патӗнче тӑрать. Ку — пралук пекех тейӗн, электричество токӗ тейӗн? Мана курсан, вӑл шартах сикрӗ те кӑшкӑрса ячӗ. Тӗттӗмленнӗ те ӗнтӗ; анчах юрӑсем ҫаплах шӑпланмаҫҫӗ-ха. Король ывӑлӗ пирки те ҫавнах каламалла ӗнтӗ — саккунлӑ ывӑлӗ-и вӑл е сакунсӑрри — уйрӑмлӑх ҫук. — Пурне те! Пӗррехинче, атте мастерскойра ӗҫлесе ларнӑ вӑхӑтра, такам алӑка шакканӑ та, ун патне ҫав хӑрушӑ ростовщик кӗрсе тӑнӑ. Хӑйӗн пурнӑҫне икӗ хутчен ҫӑлса хӑварнӑ ҫын ҫумӗнчен Луиза сӑмах чӗнмесӗр иртсе кайсан, вӑл лайӑх мар пулнӑ пулӗччӗ. Акӑ ӗнтӗ манӑн мӗнпур айванлӑхӑм ҫумне тепри хутшӑнчӗ — ку вара маншӑн ҫав тери хакла ларчӗ. Юр ҫинче, чумӑсем тумалли шертесем хушшинче палӑрмаллах мар выртакан кивӗ йӗс пакур курсан, ҫапла пултӑм та ӗнтӗ эпӗ. Ахальтен мар индеецсем хӑйсен ҫӗршывӗ ҫинчен: «Вӑл пӗтӗмпех ҫӗр ҫинчи рай пек», — теҫҫӗ. Вокзала пӗччен пычӗ. Ҫук-тӑр, ун чухне те кайман пулӑттӑм. — Ӑҫта ун пек каланӑ? Мӗн? Тӗттӗмре, баржа палуби ҫинче, грузчиксем пӗр ҫӗре пухӑнса пӗр хура купа пулса тӑчӗҫ те, упасем пек мӗкӗрме тытӑнчӗҫ, анчах староста, кӗлтума пуринчен малтан чарӑнса, ҫуйӑхса ячӗ: — Фонарьсем парӑр! — Аташса кайнӑ? Ҫук. Асьенда халь тепӗр виҫӗ мильӑра пулмалла. Пӗр чухне патакӑн тепӗр вӗҫне пӗрремӗш министр тытса тӑрать, тепӗр чухне патакне министр анчах тытать. Сывлав пӳлӗнет. Турткаланса та ҫаплах ҫамкине пӗркелентерсе, вӑл, юлашкинчен, ҫӗрелле пӑхса, калас килмен пек, ҫапла персе ячӗ: — Анлӑрах тематикӑпа калаҫас пулсан… Унӑн кварталӗнче вӑрлӑхлӑх тырӑ пуринчен ытларах хываҫҫӗ, пӗтӗмӗшпе пекех турттарса пырса панӑ. Кӑтра ҫухи кӑна мӗне тӑрать! Анчах кӗтмен ҫӗртен хама намӑс кӑтартса ҫаптармаллине аса илетӗп те, куҫ умне чӑнлӑх тӗп-тӗрӗссӗн тухса тӑрать, ӗмӗтсем самантрах сапаланса каяҫҫӗ. — Акӑ вӑл, сударь, — терӗ Толине, кӗсьинчен пӗчӗкҫӗ кӗнеке кӑларса. — Чӑнах-и? — тесе кӑшкӑрса ятӑм, хаваслӑрах сасӑпа калама тӑрӑшса, — Нимӗҫ чӗлхипе куҫарса ҫырнӑ пулас? — Эсӗ мӗнле усӑ пуласса кӗтетӗн? — ыйтрӗ вӑл. Ура сассисем илтетӗп эпӗ… Эпӗ ҫав ҫынтан кӗвӗҫеттӗм, унӑн пултарулӑхӗнчен, ҫынсем тӗлӗшӗнчен ун власть пурринчен пит хытӑ кӗвӗҫеттӗм, вӑл сав влаҫпа пит тӗлӗнмелле лайӑх усӑ куратчӗ! Ҫук, патша… — Мӗн сӗнме хӑять тата пире! «Акӑ сана «segredezza!» шутласа илчӗ Санин. Хӑямат патне! Каретӑри ҫамрӑк хӗр ӑна пуринчен малтан палларӗ. Вара нихҫан та курмалла мар суд туса хурӗҫ! Эпӗ сире, командир, акӑ мӗн калатӑп: ҫав ачасен хӑшин те пулин пӗр пӗрчӗ ҫӳҫ ӳкес пулсан, ҫӗр ҫинчи мӗнпур таса япала ячӗпе тупа тӑватӑп сире, эпӗ, Радуб сержант, пӗлӗте те, ҫӗре те пуҫхӗрлӗ ҫавӑратӑп! Ҫав вӑхӑтрах пӗр сасӑ йытта: «Toat beau, Sogar ici…» тени илтӗннӗ те, ҫавӑнтах йывӑҫ хыҫӗнчен ҫамрӑк ухутник курӑнса кайнӑ. Шуйханнӑ кайӑк хӑй йӑвинчен парлатса вӗҫсе тухрӗ те чилетсе илчӗ. — Лӑп ҫавӑ, — ответлерӗ ӑна палламан ҫын, кӑмӑлне кӑштах хӑпартса. Алӑкран чупса кӗнӗ ҫынсем ӑна хурӑн ҫырли хыптарса хӑварнӑ имӗш, тӗк тыттарнӑ тата икӗ хӑлхаллӑ, тӑватӑ ураллӑ мулкач тытса парӑпӑр, тенӗ. — Тӗрӗс, — тенӗ Зеб. — Казак йӑл кулса ячӗ, сухалӗ ӑшӗнче тӗксӗм-кӑвакрах тӗслӗ шӑлӗсем вичкӗннӗн ҫиҫсе илчӗҫ. Портрет умӗнче, зал урлӑ, симӗс пуставпа витнӗ сӗтел тӑсӑлса ларать, сылтӑм енче, стена ҫумӗнче, решетке хыҫӗнче икӗ йывӑҫ сак, сулахайра — икӗ рет кӗрен пукан. Нумай япаласем пирки те ҫӗр хут шухӑшласа пӑхмалла. — Мӗнле хӑрушӑ вилӗмпе вӗлересшӗн эсӗ пире? — терӗ Элен. — Иртнӗ хӗлтенпе. Пӗр сехет ҫапать, вӑл пӗлет ӗнтӗ: ҫӗр, хаклӑ та кӗске ҫӗр, иртсе каять. Вӗсем иккӗшӗ те нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗҫ. Пирӗн ҫине петӗм палата интересленсе пӑхать. Чӑнах та, Лешелӗн ҫирӗм пилӗк пин салтак шутланнӑ, анчах та вӑл кунтан тӑхӑрвун ҫухрӑмра тӑнӑ. — Станцирен ҫуранах. Палламан ҫын, ун-кун пӑхкаласа, крыльца ҫинче ҫилӗм туса ларакан Сковородников старик патне пычӗ. — Вӗсем акӑ, манӑн атте-аннесем, ӗҫлӗ, ҫакна пула хӑйсем нимӗне те тӑманнишӗн нимӗн те пӑшӑрханмаҫҫӗ, вӑл шухӑш вӗсене пусахламасть; мана вара… кичемлӗх те ҫилӗпе тарӑху кӑна пусса асаплантарать. Ун умӗнче чаршав, пӳлӗме уйӑх ҫутатать. Пӗчӗк Джек та Дик Сэнда ыталарӗ, чуптума пикенчӗ. — Резерв ҫук-и вара? Анчах юрамасть пулсан, мӗн тумалла-ха? Корвет капитанӗ Гобсон ҫыран хӗрринчи Короро-Река ялне аннӑ. Ялта пурӑнакансене пухӑва чӗнсе пуҫтарнӑ, вара вӗсене Виктори королевӑн Гобсонран парса янӑ грамотине вуласа кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Зеландири ҫулпуҫсене Англин Пара ялӗнчи резиденчӗ патне чӗнтернӗ Гобсон капитан вӗсене Англин Ҫӗнӗ Зеландири ирӗклӗхӗсене йышӑнтарасшӑн пулнӑ. Вилчӗ те ҫӗрет ҫӗр айӗнче. Анчах икӗ ҫул каярах унӑн нимӗн ҫимелли те ҫукчӗ. Звонок шӑнкӑртаттарчӗ. — Вӑл Сталина хирӗҫ! — Хупса лартас ӑна! Доктор, тинех савӑнатӑп акӑ: эсир мана ӑнланаймарӑр-ха!.. Унӑн йӑмӑкӗсем кӗписемпе чӑштӑртаттарса пирӗн тӗлтен иртсе кайсан, мӗнле те пулин сӑмах пуҫлас ӗмӗтпе: кӳмере тӑвӑр пулмарӗ-и, тесе ыйтрӑм. Камсем-ши вӗсем? Петя мана, эсӗ ӑна пӑлханса ӳкнипе тупайман, тесе шантарчӗ… — Ну, мӗн вара? Теки ялӗн тепӗр вӗҫне ҫитсен, мана Тосун-бей курчӗ те каялла ҫавӑрса килчӗ. Ерофей Кузьмич ҫапах та юрӑхлӑ ҫын тупса пама пулчӗ те, ахлаткаласа, ватӑ ҫынла аран ҫеҫ утса комендатурӑран тухса кайрӗ. Аслашшӗ унтах пулнӑ. Синопа ачасемпе вылянӑ чухне аслашшӗ яланах вӗсен ҫывӑхнерех пулса, ачин ывӑлне асӑрхаса ҫӳренӗ. Уявранпа килмен. Мӗн шаккать ку, улакатка-и? Мӗн? — шухӑшларӑм эпӗ. Акӑ, сӑмахран, эпӗ, тирпейлӗ ҫын, нихӑҫан та укҫана сапаласа ҫӳремен, пухнӑ мула ҫухатма та шутламастӑп. Ҫавнашкалах тата тигр тирӗсене, эрех куркисене ан манӑр, тата ылтӑн, ылтӑн нумай пултӑр. «Пур-ха, батько, тар йӗнӗсенче; тӗрӗклӗ-ха козаксен вӑйӗ; авӑнмаҫҫӗ-ха козаксем!» Хӑш чухне шыв хумханнӑ самантра вӑл хускалнӑ пек тата тӑма хӑтланнӑ пек туйӑнать. Малтанах палӑртса хунӑ пӗрремӗш кун эпӗ кая юлтӑм, вулама пуҫласан тин ҫитрӗм. — Эпӗ те сирӗнтен юлмӑттӑм, — терӗ Гобельман, ассӑн сывласа илсе. «Э! сире кӑшт кӑна ҫаклат! Хӑвӑр йӗри-тавра пӑхар-ха, — эсир унта сирӗн комплиментсене илтме мантан ытларах тивӗҫлӗ хӗрарӑмсене тупӑр. Нумай муталанма тиврӗ унпа. Вӑл ӗнтӗ Ҫаран тӑкӑрлӑкӗ патне ҫитрӗ, ачасене класа кӗме чӗнекен шкул чанӗн сасси аран ҫеҫ илтӗнчӗ ӑна. Увар Иванович поднос ҫинчен черккине майӗпен тытрӗ те, хӑй аллинче мӗн япала иккенне ӑнланса илеймен пек, чылайччен ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Слива капитан, ҫак йыт ами ҫурине мӗнпур хатӗр-хӗтӗрпелен халех пӑшал айне тӑратнӑ пултӑр. Ан тив, ҫӗртӗр пӑшал айӗнче, канальйӑ. — Курсах тӑратӑп, мӗнешкел йӑлӑхтарнӑ ӗнтӗ эп сире, Александра Петровна. Анчах Геркулеспа ун юлташӗ Актеон, вӗсене пулӑшма тӑрмашакан пӗчӗк Джека шута илмесӗр, фала ҫав тери вӑйлӑн туртрӗҫ те, вӑл татӑлса кайрӗ. Санин ҫак вӑйсӑр, ывӑҫ тупанӗпе ҫӳлелле выртакан алсене ярса тытрӗ, вара хӑйӗн куҫӗсемпе тутисем патне тытса чӑмӑртарӗ… Ҫак яланах савӑнӑҫ ҫинчен пӗлтерекен, халӑха туй таврашне хутшӑнмашкӑн чӗнекен сасӑ ку хутӗнче вилмелли ҫапӑҫӑва чӗннӗ. Синопа, Пӗччен Бизон тата Отаки хӑйсен пӗчӗк лашисем ҫинче ҫав тери савӑнса пынӑ. Халӗ ӗнтӗ хӳрӳне хӗстертӗн-и! Вӑррине кура — инкекӗ… Алексее хайӗн пӳлӗмӗн чӳречи умӗнче ларакан пилешӗн пӗртен-пӗр ҫырла сапакийӗ тата ҫӗр пӳртсен ялӗнчи пысӑк куҫлӑ Варя аса килчӗҫ, унтан пӗтӗмпех куҫран ҫухалчӗҫ: кӳлӗ те, ҫак юмахри пек уйӑх ҫути те, кимӗ те, юрлакансем те ҫухалчӗҫ. Мӗне кирлӗ ӗнтӗ вӑл мана кун пек вӑхӑтра? Ҫаврӑнкала! — Дмитрий Павлович, пирӗнпе театра пыратӑр-и эсир? Нимӗҫ актерӗсем питӗ начар выляҫҫӗ, — анчах эсир пыратӑрах… Никама та курас килмест… Анчах та, географири «долгота, широта» сӑмахсем ҫав пӳлӗмре, ҫав самантра тӗлӗнмелле илемсӗр тухрӗҫ. — Ӗнер вӑл тӑваттӑмӗш ротӑра кӑшкӑрашнӑ, теҫҫӗ: «Мӗн уставпа сӑмсаран тӗкетӗр эсир мана? Пирвайхи — сӑртсене ҫывӑхраххи — икҫӗр аллӑ миль таранччен тӑсӑлса пырать. Ку пайӗнче лутра йывӑҫсемпе тӗмлӗ йывӑҫсем кӑна. Иккӗмӗшӗ — тӑватҫӗр аллӑ миль сарлакӑшне каяканскер — пӗтӗмӗшпех тӗлӗнмелле ҫара курӑкпа витӗнсе выртать. Вӑл Буэнос-Айресран ҫӗр сакӑрвунӑ мильре вӗҫне тухать. Марья Кириловна кӗнеке вулать, тухса уҫӑлса ҫӳрет, музыкӑна вӗренет. Юрӗ-ҫке, юрӗ, — терӗ кӑмӑллӑн кулса Николай Петрович, аллипе пӗр-икӗ хутчен ывӑлӗн шинелӗ ҫухине тата хӑйӗн пальтине ҫапкаласа илсе. — Эй, Джим, ав ҫавӑнта пӑх-ха! — терӗм эпӗ сасартӑк. Наробразра кӗпе-йӗмсене улӑштараҫҫӗ, киввисене ҫунтарса яраҫҫӗ, вӗсен вырӑнне ҫӗннисене параҫҫӗ. Эпӗ вӑл хушнине итлесе кӑлартӑм та хӗҫе ун пуҫӗ ҫинче темиҫе хут калла-малла ҫиҫтерсе илтӗм. Салтаксем хӑранипе тата тӗлӗнсе кайнипе хытӑ кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗҫ. Хӗҫ тинӗс шывӗпе йӗпенсе кӑшт тутӑхнӑ пулин те чылаях ҫутӑ йӑлтӑртататчӗ. Хӗвел урисем йӑлтӑртатакан хӗҫ ҫинчен унти ҫынсен куҫӗсем ҫине тӳрех ӳкнипе йӑмӑхтармаллах ҫиҫсе илчӗҫ. Ку икӗ паллӑ мар хисеплӗ уравнени задачи, эпир иксӗмӗр вара арифметикӑпа алгебрӑра вӑйлах мар. Пӗччен ҫӗрсенче, ирӗклӗ пурӑнни тата кӗнекесем вулани вӗсене ҫамрӑклах сисӗмлӗ те хӗрӳ чӗреллӗ тӑваҫҫӗ. Пирӗн сапаланчӑк хитре хӗрсем ун пеккине пӗлмеҫҫӗ те. Пӗррехинче вӑл урамра ҫирӗм пилӗк сент вак укҫа тупнӑ. Свербыгуз козак ӳксе пуҫҫапни вара пӗтӗм чиркӳре илтӗнсе тӑрать. Ман аттен ун пек лаша пилӗк пин лаша та пур, вӗсенчен нумайӑшӗ унтан илемлӗрех тата унтан хытӑрах каяҫҫӗ. — Ну, мучи, татах тепӗр хут пысӑк спасибо сана! Ку мӗн тата? Акӑ вӑл та килет! Тӗп тӳремсем курӑнаҫҫӗ: картлашкаллӑ-картлашкаллӑ ҫуртсем, ҫӗрте сырӑнса ӳсекен чӑпар ешӗллӗх, хӗвел ҫинче ҫуталакан кантӑксем, капӑр тумлӑ хӗрарӑмсем, урам варринче — лутра сӗтелсем, тӗрлӗ чечек лартса тултарнӑ ансӑр вазӑсем. Шыв авӑрӗлле ҫаврӑнса куҫакан ҫынсен капӑр ушкӑнӗсем, пӗчӗк сӗтелсем, хрусталь, — арҫынсен чӑпар халачӗсем, ҫилпе вӗлкӗшекен еймесем, хӗрарӑм кӗписем паркет евӗрлӗ тӗксӗм чул сарнӑ лапамра сӑнарланаҫҫӗ. Акӑ ӗнтӗ эпӗ Кисловодска килни виҫӗ кун ҫитрӗ. — Эпӗ пурне те тума пултарсан… — Сана святой Людовик орденӗпе наградӑлӑп. Ҫав ыйтусене панӑ май король тӗрлӗ енчен асӑрхаттарса каларӗ. Вӑл вилӗмрен хӑраманни Павӑла пит хӑрататчӗ, Павӑл мана каҫсерен вӑрата-вӑрата пӑшӑлтататчӗ: — Максимыч, — вӑл вилчӗ пулмалла… Мӗн йышӑнтӑр вара эсир юлашкинчен? — Тепӗр бомби ун умӗнченех ҫӗкленчӗ те тӳрех хӑй ҫине пырса ӳкессӗн туйӑнчӗ. Кам пӗлет, тен вӑл аташрӗ пулӗ? Ӑна ҫаплах, — тарӑнтараххӑн шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, — интеллигентла профессисем пуртепе пӗрех йӑлт этем тӳрӗлӗхне-тӗрӗслӗхне шанманни ҫинче никӗсленсе тӑни, ҫакна майӑн вара ҫынсен сӑлтӑк-кӑлтӑкӗсемпе ҫитменлӗхӗсене чыслӑн хӳтӗлесе хӗсметлени питӗ тӗлентерсе пӑрахрӗ. Унсӑрӑн — эхер те этемлӗх пур енӗпе те ӳссе, аталанса ҫитнӗ пулсан — мӗн тума кирлӗччӗ-ха мӗнпур ҫӗрте кантурҫӑсем, бухгалтерсем, тӳре-шарасем, полици, таможньӑсем, тӗрӗслевҫӗсем, инспекторсемпе асӑрхавҫӑсем? Бенедикт пичче пурин ҫинчен те шутларӗ. Ӗнер Серёжа тӗп-тӗрӗс хыпарсем тупнӑ: подвал пур, анчах ӑна шыраса тупмалла. — Пӗр ҫӗрте ав тупӑсем хатӗрлеҫҫӗ, тепӗр ҫӗрте ыранхи кун пирки шутламасӑрах авланаҫҫӗ». Шыв хӗрринче сулхӑн; ҫав сулхӑна сирме ҫӳле хӑпарнӑ хӗвел те вӑй ҫитереймест. Манӑн та чун вырӑнта мар, анчах эпӗ шлепкене хывмастӑп. — Ҫыртса пӗтерчӗҫ. Казак хӗрарӑмӗсем куҫ таранах тутӑрсемпе хупланнӑ та тем ҫӳлӗшех виноград тиенӗ арбасем кӳлнӗ вӑкӑрсене ҫавӑтса пыраҫҫӗ. Вӑл утса пыратчӗ те пуҫне ҫӗклесе ыйтатчӗ: — Мӗн хушатӑр? — Ҫук, вӗренме чаратӑп! — кӑшкӑрчӗ ашшӗ, туйине хӑйӑр ӑшне чиксе лартса. — Ан ыйт. Юлашкинчен, хӗвел хӑпарчӗ те хӑйӗн пайӑркисемпе таркӑнсене ҫутатрӗ. — Бен Ганн — вилнӗ ҫын, Флинт та — виле. Эрехе сутма леҫес пулать. Ку пӗр-пӗр докладӑн сыпӑкӗ пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен тепӗр енче «Гидрографи тӗп управленин начальникне» тесе ҫырни тата «Апрелӗн 17-мӗше, 1911 ҫул» тесе палӑртни пур. Лашисем, шӑнасене хӑваласа яма хӑтланса, хӑйсен хӑнӑхнӑ йӑлипе хӳрисене пӑтраткалаҫҫӗ, анчах хӗлӗхсӗр тӑрса юлнӑ мӑшкӑлла кӗске те пуклак татӑк хӳресем шӑнасене хӳтерсе яраймаҫҫӗ». Алӑка шан-шан шаккарӗҫ. Кассий Кольхаунӑн пульли, Морис Джеральд чӗринчен тӗллесе янӑскер, амулет ҫине, Луизӑн парни ҫине ҫапӑнса, аяккалла сиксе ӳкнӗ. Эпир уйрӑлтӑмӑр. — Ара, пӗр эсир ҫеҫ… Ҫӳлтен ӳкекен юр пӗрчин сасси те илтӗнес пек туйӑнать. Ун пирки эсӗ те асӑрхаттарнӑччӗ вӗт, Петр Ильич, астӑватӑн-и? Эпӗ фактсем хушшинчи ҫыхӑнусем пуррине аванах тишкерсе пӗлме пултаратӑп. Е сире колхоз ампарӗнчен мӗн те пулин кирлӗ пулчӗ-и? Вӗрене шыв хӗрринчи пӗр имшеркке тӗм тавра ҫавӑрса хутӑм; анчах шыв юхӑмӗ питӗ вӑйлӑ пирки тӗм тымарӗ-мӗнӗпех тӑпӑлса тухрӗ те, сулӑ юхма тытӑнчӗ. Ку вӑл пурнӑҫра ытлашши иртӗнсе пурӑннине вӑхӑтсӑр ватӑлнӑ, пӗр-пӗр хӑйӗн кутӑнӗшӗн чурисене, ҫар пуҫлӑхӗсене, министрӗсене сусӑрлатса пурӑнакан ҫиллес ҫын: вӑл пӗринне хӑлхине е сӑмсине, тепринне урине, виҫҫӗмӗшӗнне аллине касса татма хушса ларнӑ. Ҫӗршер ҫул каялла астроном ӗҫӗ пачах хальхи пек пулман. Халӗ астрономсен пӑхмалли питӗ пысӑк трубасем — телескопсем пур, ҫав телескопсем витӗр тӳпери япаласене ҫӑмӑллӑнах сӑнаса пӗлме пулать. Ун пеккине халь ниҫта та тупма ҫук. Эпӗ утӑ ҫинче пӑшӑлтатма тытӑнтӑм. — Ферейскр утравӗсем патӗнче ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен ҫил чӑрмантармасан, — терӗ капитан, — вунӑ куна яхӑн кирлӗ пулать. Анчах Тоня хуллен силленсе тӑракан чалӑш йӑмра ҫине тирпейленсе ларчӗ те, кӗнекине чӗркуҫҫийӗсем ҫине хурса, паҫӑр хӑйне кӑмӑллӑнах кӗтсе илмен, халь ӑна юриех асӑрхаман пек пулса ларакан хӗвелпе пиҫнӗ хура куҫлӑ ача ҫине пӑха пуҫларӗ. Ку ӗнтӗ, паллах, манӑн хамӑн шухӑш. — Хӑвала, хӑвала, мучи! — хистет Давыдов, хура пӗлӗтсем вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӑралса та капланса килни ҫине пӑхкаласа. Островнов тула тухрӗ, анчах пӗр пилӗк минутран каялла кӗчӗ те, усси айӗн йӑл кулса, Давыдова кӑчӑк туртрӗ: — Утӑ лупасне атьӑр-ха, пӗр тӗлӗнмелле япала куратӑр… Вӑл судран тухрӗ те хулара каҫ пулса ларнинчен тӗлӗнчӗ, — урамра хунарсем ҫунаҫҫӗ, тӳпере ҫӑлтӑрсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Берсенев вӗсенчен вӑтанмарӗ: вӑл куҫҫульне тӗттӗмре юхтарчӗ. — Мӗнех вара, хӑтлан эппин, — килӗшрӗ Давыдов. Халь вӑл ҫав ҫырури пӗр вырӑна аса илсе пынӑ, юлташӗ ун патне ҫапла ҫырнӑ:«Инвалид» хаҫата илсе килнине курсан вара, Пупка (отставкӑна тухнӑ улан хӑйӗн арӑмне ҫапла чӗннӗ) пӗтӗм ӗҫе пӑрахса малти пӳлӗмелле чупать те, хаҫатсене ярса илсе, эс ҫине, беседкӑна, хӑна пӳлӗмне (астӑватӑн пулӗ вӗт-ха, пирӗн полк хамӑр хулара тӑнӑ чух, эпир иксӗмӗр унта хӗллехи каҫсене мӗн тери аван ирттернине) чупать, сирӗн геройла ӗҫӗрсем ҫинчен вара, ун ҫинчен эсӗ шухӑшлама та пултараяс ҫук, хӗрсе кайсах вулать. Алӑка тӗртсе уҫса, алӑк урати урлӑ каҫнӑ-каҫманах:— Павкӑран хыпар килчӗ, — тесе пӗлтерчӗ. «Хаклӑ пиччем, Артём, — тесе ҫырать Павка. Апат вӑхӑчӗ ҫитсен, пурте сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗҫ. Вӗсем темиҫе пин чӗрне палли те туса хӑварнӑ. — Ӑҫта каятӑн эсӗ? — кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ манран палланӑ саса. Эпӗ ҫырӑва тепӗр май ҫавӑрса, ҫӗнӗрен вулама пуҫларӑм. Тепӗр секундран урмӑшнӑ урӑх сасӑ (Воропаев кайран ҫав сасӑ Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ ҫакнӑ илемлӗ каччӑн, колхоз председателӗ Микола Стойкӑн пулнине тавҫӑрса илчӗ) илтӗнме тытӑнчӗ: — Сидоренкӑсем!.. Гаврила хӑйне ҫак тӗттӗм шӑплӑхпа тата илемлӗхпе лапчӑнса ларнӑ пекех туйнӑ, ҫакна пула ун хӑвӑртрах хӑйӗн хуҫине курас килнӗ пек пулнӑ. Эпӗ Диаспа унӑн ҫын вӗлерекенӗсенчен хӑрамастӑп, анчах ҫак ачаран хӑратӑп. Ним те мар. — Ан пӑлхан ӗнтӗ, о чӗппӗм! — мӑкӑртатса илчӗ кӑвак халатлӑ хӗрарӑм. — Ҫапла. Ку манӑн тивӗҫ. Мӗнле тӗленмелле защитник ку? Хӑйӗн клиентне кантра ункинчен хӑтарас тесе, нивушлӗ пӗртте тӑрӑшмасть вӑл? Пӗр дивизирен чӗрӗ форель ярса парасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ, тепри тата американецсене така ашӗнчен, сухантан тата хӗрлӗ пӑрӑҫран тунӑ пельменсемпе хӑналама сӗнчӗ, кун пек апат ҫинчен Короленко генерал ырласа ҫапла каланӑ: «Леш «Катюша» пекех, этеме тӳрех ҫурса пӑрахать». Ман сисчӗвлӗхӗм улталамарӗ мана. Вӗрентекен, кукша пуҫлӑ, усӑнчӑк туталлӑ ҫын:— Смолин Африкан! — тесе чӗнсен, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача, васкамасӑр кӑна ҫӗкленнӗ те малалла тухнӑ. Унтан, вӗрентекенӗн куҫӗнчен лӑпкӑн тинкерсе пӑхса задачӑна тӑнланӑ хыҫҫӑн, пикенсех доска ҫине пурӑпа пысӑк ҫаврашка цифрӑсем ҫырма тытӑннӑ. «Эсир суя тӗнлӗскерсем, гяурсем, мӗншӗн сыснана ҫиетӗр? — тет вӑл. Анчах та Остап ахаль те тек чӗнмерӗ, шӑпланчӗ те, харлатнипе хӑй пуҫ вӗҫӗнчи курӑка хумхатса ҫывӑрма пикенчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен чип-чипер йӗркеллӗ ҫынах пулса ҫитрӗ, анчах апат ҫинӗ хушӑра вӑл ҫак ҫынсене пурне те курайми пулчӗ. А… а! Разметнов калинкке ҫине пырса уртӑнчӗ те пуҫне усрӗ, ҫурӑмӗ ҫинче кӑна хул калакӗсем чӗтренсе тӑчӗҫ: ватӑ Шалый, ҫатан ҫумне пырса, тайӑлса кайнӑ юман тӗкмене ним ӑнланмасӑр, урнӑ пек силлеме тытӑнчӗ, Демка Ушаков, айӑпа кӗнӗ шкул ачи пек, ампар стени ҫумне пырса ҫыпӑҫнӑ та ҫумӑрпа исленнӗ штукатурка тӑмне чӗрнипе тӑрмалать, пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхса аннӑ куҫҫульне шӑлма та пӗлмест. Ярцева ун хыҫҫӑн ӗлкӗрсе пыма хӗн: кӑкӑр тулли тенӗ пек ӳслӗк, чӗре валли вырӑн та сахал ӗнтӗ унта. Пуллине ҫӗр тенкӗ тӑраканнине ӑшалать, ҫуне шӑршланса кайнине хурать. Вӗсене вӑл пурне те хӑй ӗмӗртрӗ. — Нимех те мар. — Шыв халлӗхе майӗпен ҫеҫ хӑпарать, — терӗ Том. Хам енчен ют ҫӗршыв господинӗ валли мӗн те пулин кӑмӑллӑ япала тума пултарнӑ пулсан, хама телейлӗ тесе шутлӑттӑм, тесе хушса хучӗ вара Клюбер господин. Вӑл хӑйпе пӗрле ташлаканпа та, сановникпе калаҫнӑ пекех ирӗклӗн калаҫать: пуҫне, куҫӗсене майӗпен ҫавӑркалать, пӗр-икӗ хутчен шӑппӑн кулса та ячӗ. Ҫӗр ҫул — кунпа мухтанать вӑл, ҫавӑнпа та вӑл ӑна, эпир протокол ҫине «Иван Вылка сунарҫӑ ҫӗр ҫулта» тесе ҫырса хуричченех, ҫине-ҫине каласа ларчӗ. Кӑмӑлӗ пӑтранса килни ӑна ҫав тери асаплантарчӗ, вӑл темскер курасшӑн пулнӑ пек, пӗр вӗҫӗмрен куҫне хӗскелесе выртрӗ, ҫакӑ темшӗн Даша инкен кӑмӑлне каймарӗ. Вӑл ҫын Хрюкин ятлӑ ылтӑн ӗҫӗсен мастерӗ иккенне палласа илчӗ Очумелов. Пӗрре, эпӗ сарай тӑрринче выртнӑ чухне, мана кукамай чӗнсе илчӗ те, хӑй вырӑнӗ ҫине пуҫӗпе тайса кӑтартса, хуллен каларӗ: — Вилнӗ вӗт Коля… — терӗ. Эсӗ весенчен сехечӗсене, хаклӑ йышши япалисене илетӗн. Анчах вӗсемпе калаҫнӑ чухне яланах ҫепӗҫ те шлепкене хывса калаҫмалла. Вӑрӑ-хурах таврашӗ вӑл — ҫӗр ҫинче чи ҫепӗҫ халӑх, ун ҫинчен эсӗ кашни кӗнекерех вулама пултаратӑн. Ӑна Максимкка хӑтланчӗ… — тесе тархасларӗ. Сидоров чӑсӑлкаласа, иклетсе те ахлатса выртатчӗ, унӑн пуҫӗ ҫинчен мая ҫара ура тупанӗ ҫине хура юн тумламӗсем тумла-тумла анатчӗҫ, — анчах хӑранипе эпӗ ҫав юн тумланӑ ҫӗртен урана илме хӑймарӑм. Пӗлетӗн-и, шӑрӑх, вӗҫӗмрен шыв ӗҫес килет унта, тӗрмене лартрӗҫ тата. — Ну, мӗнле, дежурствӑна чиперех ирттерсе ятӑр-и? — ыйтрӗ Дяденко. — Сывпул, Ромашка, — терӗм ӑна эпӗ. Ӗнтӗ самай ӳсӗрӗлсе кайма ӗлкӗрнӗ Тальман сиксе тӑчӗ те хӑйӑлтатса, анчах хумхануллӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Господасем, эпӗ хамӑрӑн юратнӑ, хамӑрӑн куҫ пек курса тӑракан монархӑмӑр сывлӑхӗшӗн тост ӗҫме ыйтатӑп, уншӑн вара пиртен кашниех хӑй юнне юлашки тумлам юлмиччен тӑкма та хатӗр! «Итле-ха, Григорий Александрович, тӳррипех кала, лайӑх мар вӗт капла», — терӗм эпӗ. Агамалов кийӗ шар ҫийӗпе «типпӗн» ҫатлатса шуҫса иртрӗ, анчах шар вырӑнтан та тапранмарӗ. Вӗсем Кӑнтӑрти Австралинчи Перт тӗрминчен ултӑ уйӑх каялла тухса тарнӑ. Шайкӑра 29 ҫын. Амӑшӗ темшӗн офицерпе Сашенькӑна аса илчӗ. Пуҫа ҫавӑракан ҫак тарӑнӑша кӗленче тӑрӑ витӗр пушарӑн сӳнӗк ҫути сӑрхӑнса кӗрет. Ҫак юратупа курайманлӑх ик енчен тухакан выльӑхла туйӑм ҫеҫ пулнине эпир ун чухне ӑнланман. Тата пысӑкрах проблема пур. Вӑл ҫакӑ пулать: Америка ҫӗрӗнчи шыравсене ҫаплипех хӑварма тивӗҫ пур-и пирӗн? — Миҫемӗш класра вӗренетӗн эсӗ? Калаҫу ирхи ҫапӑҫу ҫинчен, пӑлхав ӑнӑҫлӑ пыни ҫинчен, пулас ӗҫсем ҫинчен пырать. — Вӑхӑт ӗнтӗ сире! Пиллӗкӗмӗшӗ — Коля Колокольчиков — тытӑнарах тӑчӗ, анчах ӑна тахӑшӗ ӗнсерен хаплаттарса илчӗ те вӑл самантрах пуҫне чикрӗ. — Пӗлместӗп, ман сехет ҫук. — Ташӑ ӑстисем яланах кӑмака умӗнчен тытӑнаҫҫӗ, пирӗн те, иксӗмӗрӗн, шырама стена ҫумӗнчен тытӑнмалла, — терӗ ватӑ тимӗрҫ хулӑн сасӑпа. Пӗр-пӗрин ҫине ҫиленеҫҫӗ, вӗсем пӗр-пӗриншӗн епле тӑрӑшнине курас пулсан, ӑмсанмалла. Е эсир манӑн карап ҫинчи повар пулсан, вара уй чухне эпӗ сирӗнпе лайӑх калаҫӑп, е эсир капитан Сильвер, бунтовщик, пират пулсан, кун пек чухне вара манран, ҫакса вӗлермелли каштасӑр пуҫне, урӑх нимӗн те ан кӗтӗр, — терӗ вӑл. Вӑхӑт тупса вӑл тата тепӗр хут кӑшкӑрса ячӗ, анчах халь ӗнтӗ савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрчӗ: — Час ҫитетпӗр-и, э? — Нумаях та пулмасть эсир урӑхла калаттӑрччӗ… — Сана хӗненӗ? Инҫетри хӗрлӗ ялав ҫине пӑхса, амӑшӗ — хӑй куҫӗпе курмасӑрах — ывӑлӗн сӑнне, унӑн бронза тӗслӗ ҫамкине, шанчӑк ҫулӑмӗпе ҫунса тӑракан куҫне курса пычӗ. Хам кам иккенне систерес шутпа эпӗ кӗленче ӑшӗнче выртакан темле кӗмӗл япала ҫине пӑхрӑм, ку porte-crayon пулнине, вӑл вунсакӑр тенкӗ тӑнине пӗлсен, ӑна хутпа чӗркесе пама ыйтрӑм, вара укҫа тӳлерӗм, лайӑх чӑпӑксем, табак юнашарти табак магазинӗнче тупма пулассине пӗлтӗм те, сут тӑвакансене иккӗшне те сума суса пуҫ тайнӑ хыҫҫӑн, хул айне картина хӗстерсе, урама тухрӑм. Вара пӗлӗн унта! Сана нимӗҫсенчен сыхлама юлатӑп, тесе ӑнлантарчӗ вӑл. — Траншейӑна! — Куншӑн эсӗ ответ тытӑн-ха, Макар Нагульнов!.. Вара пирӗн ҫавӑнтах «Ганс ҫӑлӗ» ятлӑ шыв пулса тӑчӗ. Совет енчи ҫур ялӗ хӑнасене чаплӑн кӗтсе илме хатӗрленнӗ. Пурте, генерал пичӗ ҫине куҫ илмесӗр тинкернӗ те, пӗр чӗнмесӗр, салхун та шанк хытса тӑчӗҫ. Вӑл сана юратать; вӑл санӑн ывӑлун амӑшӗ. Ей, эпӗ кулак рольне епле вылянине курасчӗ санӑн! — Германецсем юлашки вӑхӑтра вӑл енӗпе вӑйлӑн малалла кайнӑ, теҫҫӗ. — Ҫапла, нимӗҫсем вӑл тӗлӗшпе пирӗн учительсем, — тирпейсӗррӗн тавӑрчӗ Базаров. — Чим-ха ҫак… ухмахскер эс… — йӑпатать ӑна Бобылев унтер-офицер. Анчах каялла ҫавӑрӑнсан инкек курнӑ: туроксем вӗсем ҫинелле йӗтресемпе пеме тытӑннӑ. Шӑллӑм умӗнче пулсан ҫеҫ? Ку пухура нимле тимлӗх те ҫук! Хӗвел аннӑ ӗнтӗ. Вӑл ура ҫине сиксе тӑчӗ те:— Ӑна эпӗ ҫуртӑм! — тесе хыттӑнах кӑшкӑрчӗ. Кистенӗвка вӑрманӗ витӗр тӳррӗн килме хӑймарӑм, тавра ҫулпа килтӗм. (Эпӗ уҫӑ сывлӑшра терраса ҫинче ҫывӑратӑп, мана хӗвелӗн чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркисем вӑратаҫҫӗ). Вӑл шыв ӑшӗнче пулсан, йӑвана самантрах шыв тулать, вара эпир пӗтетпӗр. — Ҫын епле хӑюллӑ пулсан та, вӑл вӑрҫӑра темӗнле ҫӗнтерӳсем тусан та, ӑна халӑх юратмасан, вӑл ҫулпуҫ пулма пултараймасть. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн, Воропаев хирӗҫлерӗ пулин те, Романенко ӑна киле ҫитичченех ӑсатма пычӗ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе малтанхи юра пӗртте хӑварман, тимӗр шӑпӑрпа шӑлса кайнӑ тейӗн. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе — вӑл тӑпрапа хутшӑнса кайса, тар тӗтӗмӗпе хуралса ларнӑ. Вӑл философи факультетӗнче вӗренекен студента Артур Бертона арестлесси ҫинчен ҫырнӑ приказа кӑларчӗ те ӑна Джеймса тыттарса, сиввӗн ҫапла хушса хучӗ:— Сире тата ытларах ӑнлантарса пама кирлӗ пулсан, тӳрех полици начальникӗ патне кайма сӗнетӗп, — терӗ. Табак туртма вӗреннӗ чухне ҫаплаччӗ: манӑн хӑсас килетчӗ, ҫӑвара шыв килетчӗ, анчах эпӗ ӑна ҫӑтаттӑм, хама питӗ кӑмӑла кайнӑ пек тӑваттӑм. Вӑл плац варринелле кӑтартрӗ, унта чӗрӗ тӑмран ҫын кӗлетки евӗр тукаланӑ катемпи тӑрать, анчах алли те, ури те ҫук. Ҫавӑнтах, кӗлет умӗнчи юр ҫинчех, ҫынсем урисене салтаҫҫӗ те кулаксен лайӑх атӑ-пушмакӗсене тӑхӑнса виҫсе пӑхаҫҫӗ, пусмаран ҫӗлетнӗ сӑхманӗсене, пиншакӗсене, кофтисене, кӗске кӗрӗкӗсене тӑхӑна-тӑхӑна яраҫҫӗ. Вӑл хулана мӗнле кайнине Бойчо чул хыҫӗнчен пӑхса сӑнаса тӑрасшӑн пулчӗ. Снеффельс тӑрринче темиҫе кратер та пур, ҫавӑнпа ҫӗр варринелле хӑшӗ илсе каяссине уҫҫӑн кӑтартса хӑвармалла пулнӑ. — Утмӑл ҫухрӑмра, Троицки посада кайса килтӗм. Ку сана юрать: унсӑрӑн эсӗ пӗтӗмпех шӑнса ларӑн. Уэлдон миссисшӑн ҫумӑр факторире уҫӑлса ҫӳреме кансӗрлекен япала ҫеҫ пулчӗ пулсан, вырӑнти халӑхшӑн ку чӑн-чӑн инкек. Икӗ енче те мрамор керменсем лараҫҫӗ; вӗсем, хӑйсен пӗтӗм илемлӗхне аран-аран ӑнланса илме парса, хуллен хыҫалалла шуса юлнӑ пек курӑнаҫҫӗ. — Хаклӑ юлташсем! Ален! Артём куҫса ҫӳрекен вучах патӗнче ӗҫлет. Мӗн тумалла? — Мӗншӗн эсӗ, ылханлӑ старик, ун чух ним те каламарӑн? Анчах та мӗнпе айӑпа кӗтӗм-ха эп? Унсӑр пуҫнех пурте пулса тӑрӗ. — Эпӗ сана пӗччен ҫӳреттересшӗн мар. Сӑртсем вулкан хыҫҫӑн пулса юлни курӑнсах тӑрать. Эсӗ мӗн ман ҫине пӑхатӑн? Вӗсем хӑйсене хӑйсем хӑравҫӑсем пекех, ҫынна сутса яракансем пекех, туйрӗҫ. Поттер вӗсене ҫапла каларӗ:— Ырӑ тунӑшӑн тавах сире, ачасем. Пӗтӗм хулине те мана никам та шеллекен ҫук. Эсӗр анчах шеллетӗр. — Калама ҫук! Эпӗ майорпа килӗшетӗп, шанӑҫ сахал пулсан та, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнмалла пулать. Эпир пӗтӗм тӗнчипе ҫавӑрӑнӑпӑр! Тепӗр тесен, ку саншӑн аван мар пулсан, эсӗ каламасса та пултаратӑн. Ярса тытрӑм та туртатӑп. Ҫенӗке (унта мана ӗлӗк Дуня чуптунӑччӗ) мӑнтӑр хӗрарӑм тухрӗ те ман ыйтусем ҫине, ватӑ пуҫлӑх вилни ҫулталӑк ӗнтӗ, ун ҫуртӗнче халӗ сӑра тӑвакан пурӑнать, хӑй вӑл ҫав сӑра тӑваканӑн арӑмӗ, тесе пӗлтерчӗ. Мӗнле пек? Ялхуҫалӑхӗнчи Хӗрлӗ Путиловски пекех пулса тӑрӗ, — ҫак танлаштару хӑйне килӗшнине пула, йӑл кулса ячӗ. Ахаль ҫеҫ кала — «ма», — ҫыпӑҫатӑп эпӗ ун ҫумне. — Ҫук, Николай Артемьевич, эсир паян мӗн килнӗренпех кӑмӑлсӑр. Эсӗ мана икӗ хут вӗлерес ҫук, вилме эп тахҫанах хатӗр. Вӗсем тӳсме ҫук ыратма тытӑнчӗҫ, ним ҫине те пӑхас килми пулчӗ: хӑлат хур чӗппине ҫаклатса кайрӗ-кайрех, анчах маншӑн пулсан халь ӗнтӗ ку пӗрре те интереслӗ мар. Аса илтерем, инҫете питӗ вӑйлӑ персе яракан тупӑ етри секундра икӗ километр кӑна каять. Белецкий чеен кулкаларӗ те, куҫне хӗссе, Марьяна кӗрсе пытаннӑ лаҫ еннелле пуҫӗпе кӑтартрӗ. Чӑтлӑхра хӑваласа ҫӳрени Хӑваласа пыракансем прери урлӑ пӗр вунӑ мильӑра ларакан вӗт вӑрман патнелле каяҫҫӗ. Анчах хӑвӑн сӗнӗвӳ ҫинчен малтан лайӑхрах шутла, атту намӑс курма пултаратӑн! Эпӗ хама та, Карл Иваныча та кӳрентӗм, кулас та, йӗрес те килет; кӑмӑл хуҫӑлчӗ. Ҫынсен хӑйсен пурнӑҫӗсем мӗнле йӗркеленсе пынине пӗлнӗ-и-ха вӑл? Шӑрӑхпа ӗнтӗркенӗскерсем, вӗсем ыйӑхланӑ. Лешӗ тӗрӗс-тӗкӗлех пулнине пӗлсен, вӑл ҫав самантрах лӑпланчӗ. Эпӗ вара кӑшт ҫӳҫенсе кӑна илтӗм, хам ҫаплах лӑпкӑ выртатӑп. Кӑҫаттисемпе кӗске кӗрӗкӗсене хывса хучӗҫ. Лётчик ҫӗрпӳртрен тухрӗ. «Итле-ха, манӑн пери, — тет вӑл, — хӑвах пӗлетӗн, эсӗ халь мар пулсан, ӳлӗмрен-и — пур пӗрех манӑн пулатӑн-ҫке, — мӗншӗн асаплантаратӑн-ха мана? — Куратӑр-и? Хӑнасем хӑйсен вырӑнӗнчен тӑчӗҫ те Воропаева сырса илчӗҫ. Садра такам ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт, ҫапах асӑрханса утни илтӗнет… Серёжа ӑна ӑнлантарса пачӗ те, тумланма хушса, тухса кайрӗ. Ҫак вак-тӗвек япалапа аппаланса хӑтланни, ҫавӑнпа вӑхӑта ирттерни тата хытӑрах кӗттерсе пӑшӑрхантармалла, унта чаплӑлӑхӗ те ытларах. Ваҫили Андрейч вӑрманшӑн ҫичӗ пин панӑран ҫеҫ ҫамрӑк улпут вуннӑ ыйтнӑ. Пӑхмалли труба пулӑшнипе Галилей пит нумай чаплӑ открытисем туни ҫинчен эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. Анчах унӑн инструментӗнче кӑлтӑксем нумай пулнӑ. Хӗрлӗ тӗс кӑмӑлне кайрӗ-ши унне е вӑл хӑйӗн ачисене аса илчӗ-ши — чылайччен ҫапла хускалмасӑр тӑчӗ вӑл, кӳме еннелле пӑхрӗ… Кушакӗ вӑл мӗн тӑвасшӑннине ӑнланчӗ имӗш, хӑйне хӑй ҫӑлаканне тав тунӑ пек тыткаласа, васкавлӑн тимӗрҫӗ патне пырса, унӑн ҫаннинчен ҫакӑнчӗ. Хамӑн мӗскӗн аннене, унӑн тӳрӗлӗхӗшӗн те, унӑн йӑвашлӑхӗшӗн те, вӑл халӗ ҫав тери начар пулнишӗн те, темӗн пек ҫилентӗм! Питӗ ырӑ сӑн-питлӗ кӳршӗ десятинине икшер тенкӗпе вырса пама кӗрӗшнӗ те — намӑссӑрла улталанӑ; хӑйӗн хӗрарӑмӗсем нихӑҫан илтменле хаклӑ ыйтнӑ, ҫав хушӑрах тырӑ тӑкӑнса ларнӑ, унтах утӑ та ҫулса пӗтереймен. — Австралинче тискер кайӑксем ҫук. Атӑл юхӑмӗ ҫинчи, таҫти инҫетри тӗттӗмрен тухса сӑртлӑ ҫырансен мӗлкинче ҫухалакан юхӑм ҫинчи ҫемҫе ҫутӑ лаптӑкӗ чӳхенни ҫине пӑхса ларса, — эпӗ хамӑн шухӑш хаваслӑрах, ҫивӗчрех пулса пынине туятӑп. Эсир мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗр? Анчах халӗ вӑл амӑшне пӑшӑрханса кӗтсе илчӗ:— Ну, мӗнле вӑл? — тесе ыйтрӗ хӑвӑртрах. Унӑн часах сеттльменте каймалла пулать, ватӑ йыттӑм. Вӑл пире те хӑйпе пӗрле илсе кайӗ, — ҫавна асӑнса йӑпанар хӑть. Бал, урӑхла каласан — кукӑль тата хӗрсен пуххи. Эпӗ унталла васкамасӑр йӑпшӑнса утрӑм. Эпӗ мастерскойра ирӗклӗх енне, халӑхӑн телейӗ патне пымалли ҫулсене пӗтӗм чӗререн тӑрӑшса шыракан ҫынсем пурри ҫинчен каласа пама тытӑнсан, мана хирӗҫ: — Анчах хӗрсем вӗсем ҫинчен урӑхла калаҫҫӗ, — тесе тавӑратчӗҫ. — Ҫапла ҫав. — Эпӗ сире мӗнпе те пулин кӳрентерме хӑйнӑ пулсан вара, каҫару ыйтма хӑймашкӑн та ытларах ирӗк парсамӑрччӗ мана… Вӑл пит илемсӗр пулчӗ, хам тытӑна-тытӑна каларӑм. — Ҫапла, ҫапла, — терӗ вӑл малалла: — эсир ахальтен мар Анна Сергеевнӑпа пӗр юнтан; эсир, Анна Сергеевна пекех, хӑвӑр тӗллӗн шутлатӑр; анчах эсир ытларах пытаратӑр. «Татах май пур-ха, начар та мар, анчах хам ирттерсе янӑ майӗнчен, хаклӑрах ӗнтӗ. Унӑн сӑн-сӑпачӗ ҫав тери улшӑнни хӑратса пӑрахрӗ мана. Хӗрарӑм тутисене сиктеркелерӗ. Вӑл хӑйӗн хӗҫҫин тыткӑчне вӗҫертрӗ, ӑна кӑштах йӗннинчен кӑларчӗ, хӑй вара, пырне ларнӑ темӗнле татӑка ҫӑтнӑ пек яланах хускалса тӑчӗ. — Эпӗ, ачам, ярмаркӑра подрядсем хӗрӗх пин тенкӗлӗхе яхӑн илеттӗм, ӑнлантӑн-и? «Пысӑк сунар» — кит тытасси, — инҫетри ҫулҫӳревсем пекех, чӑн-чӑн моряк пулма пулӑшнине Дик пӗлнӗ. Тӳрӗ ҫула юр тултарса лартнӑ; ҫапах та, кулленех ҫӳренӗ пирки, пӗтӗм ҫеҫенхирӗпех те лаша йӗрӗсем палӑраҫҫӗ. Унта сирӗн валли шкул; пӗр унта ҫеҫ эсир ӑс-хакӑл пухатӑр». Калаҫу шӑппӑн пырать. Кунсӑр пуҫне, иртнӗ каҫхине Анна Сергеевна та кӑмӑллах пулман; Катя хӑй те, хӑйӗн айӑпне йышӑнсан, именнӗ пек пулнӑ. Халь, акӑ, Аркадий ыйтнипе килӗшсе, вӑл хӑйне хӑй унпа пӗрле юлашки хут ҫӳретӗп, терӗ. — Катерина Сергеевна, — пуҫларӗ Аркадий темӗнле вӑтанчӑклӑ чӑрсӑрлӑхпа: — сирӗнпе пӗр ҫуртра пурӑнма тӗл килнӗренпе сирӗнпе нумай япала ҫинчен калаҫрӑм эпӗ, ҫав вӑхӑтрах маншӑн хальччен тапратман… питӗ пысӑк ыйту пур. Кунсӑр пуҫне манӑн пичче тата вырӑссен посланикӗ пулнӑ Струвенӗн пӗтӗм Европипех паллӑ музейне — минералоги музейне сыхласа йӗркелесе тӑнӑ. Кирила Петрович, ку ытлашширех ҫисе чирлерӗ пулӗ, тесе шутларӗ вара. Манӑн санпа пысӑк калаҫу пулать. — Ҫапла ӗнтӗ, вӗсене пире часрах вӗлерсе тӑкма май килмесен, вӗсем вара утрава пӑрахса хӑварса, шкуна ҫине таврӑнма хавас пулӗҫ, — терӗ доктор. Лётчик ӑна кӑлӑхах ӳкӗтлерӗ, йӑлӑнчӗ, хӑратса та пӑхрӗ. Ҫапах та ҫав ҫын ҫӑмӑллӑн та ирӗклӗн пурӑнать, Фома пур — пурӑнма та пӗлмест, именет. — Пӳлӗмелле иртер, эпӗ халех тумланатӑп! — сӗнчӗ амӑшӗ. Чим-ха, сирӗн вулав ҫуртӗнче интереслӗ кӗнекесем пур-и?.. Анчах та, унӑн организмӗ хӑвӑрт ҫирӗпленсе пынӑ хушӑрах, урисем ҫав тери хӑвӑрт япӑхланнӑ. Эпӗ сирӗнпе, — хушса хучӗ вӑл ура ҫине тӑрса, — мана хамӑрӑн хальхи пурӑнӑҫра, ҫемьере е обществӑра пӗр хӗрхенмесӗр критикӑлама май ҫук пӗр-пӗр тӗслӗх тупса парсан тин килӗшме хатӗр. Ун ҫинчен ӑна темиҫе хут та каланӑ, анчах мухтаса калани ӑна нимӗне те тӑман. — Ҫапла ҫав, хулпуҫҫийӗ, аллисем — пӗрех мар-и? — Генерал патӗнче унсӑр пуҫне тата урӑх улпутсем те пулчӗҫ, анчах вӗсем ҫинчен нимӗн каламаллиех те ҫук. Кунта сӗм тӗттӗм. Вӗсем чӗртсе янӑ пысӑк кӑвайт фортӑн тикӗс мар ҫӗрне таҫтанах ҫутатса тӑрать. Ытти картинӑсем ҫинче, пур ҫӗрте те, манӑн йӑмӑкӑма, Санькӑна ӳкернӗ: Саня кимӗ ҫинче ларать, Саня плита умӗнче тарать, Саня украинка пек, Саня асанне пек хӑйӗн кӗрӗкне тӑхӑннӑ. Хыпаланчӑклӑн шапӑлтатса калаҫаҫҫӗ пӗр-пӗринпе оливӑсен кӗмӗллӗ симӗс ҫулҫисем. Мӗншӗн мана Володя пурне те курӑнмалла пулӑшма пултарайман паллӑсем турӗ? Ҫак хӑюсӑр та хӑравҫӑ ача ытла та сӳрӗк пулнӑ, фабрикӑри хӗрсем ҫинчен яланах пӗр евӗрлӗ тата кичеммӗн каласа кӑтартнӑ, ҫавӑнпа вӑл Ильяна килӗшмен, анчах Никонов килти кӑвакарчӑнсене мӗнле усрамаллине лайӑх пӗлнӗ, Илья вара кӑвакарчӑнсене питӗ юратнӑ, ҫавӑнпа ҫак вӑйсӑр ачана фабрикӑри рабочисен ачисенчен хаваслансах хӳтӗленӗ. Икӗ акр пысӑкӑш картишне вӗрлӗк карта тытнӑ; хӳме урлӑ каҫма тата хӗрарӑмсене лаша ҫине утланма меллӗ пултӑр тесе, хӳме ҫумне пӗрене пуҫӗсене пусма картлашки евӗр тӑратса тухнӑ, тӗрлӗ ҫӳллӗшлӗ пичкесене юнашар лартнӑ тейӗн, картишӗнче тӗллӗн-тӗллӗн имшер курӑк ӳсет, таптанса ҫаралнӑ кукша вырӑнсем ытларах, вӗсем кивелсе якалнӑ шлепкене аса илтереҫҫӗ; шуррисем пурӑнакан ҫурта саваласа якатнӑ пӗренесенчен тунӑ; пӗренесем хушшине тӑм е акшар шӗвекӗ сӗрсе ҫиелтен шуратнӑ, анчах вӗсене тахҫанах шуратнӑ пулмалла; кухньӑна якатман пӗренесенчен тунӑ, пӳртпе кухня хушшинче лупас ларать, кухня хыҫӗнче — пӗренерен тунӑ коптильня; ун леш енче — негрсем пурӑнакан виҫӗ лутра пӳрт; картишӗн пӗр хӗрринче, хӳме ҫумӗнчех, пӗр пӗчӗк пӳрт уйрӑммӑн ларать, тепӗр хӗррипе — тӗрлӗрен ӗҫ ҫурчӗсем; лаҫ патӗнче кӗл купи выртать, тата супӑнь пӗҫермелли пысӑк хуран ларать; кухня алӑкӗ умӗнче — сак, ун ҫинче шыв витрипе кавӑнран тунӑ савӑт лараҫҫӗ; кунтах, хӗвел питтинче, йытӑ ҫывӑрать; леререх — тата тепӗр йытӑ; картиш кӗтесӗнче — лапсӑркка виҫӗ йывӑҫ, хӳме ҫумӗнче — хурлӑханпа крыжовник тӗмӗсем; хӳме леш енче — пахча-ҫимӗҫпе арбуз йӑранӗсем; тата леререх — ҫӗрмамӑк плантацийӗсем, вӗсен хӗрринче — вӑрман. Петр вӗсем кӑштӑртатса сиккеленине курнӑ та, ӑнран кайсах: — Чӳречене карӑр! Аттешӗн савӑнӑҫ ӗҫреччӗ. Кунта таҫтан кукӑрӑлса килекен юханшыв часах Таупо кӳллине тухмалла. Тырӑ вырма тухиччен нумай ӗҫ тумалла: хутора май килнӗ таран нумайрах утӑ турттармалла, итемсене авӑн ҫапма хатӗрлемелле, ӗлӗкхи кулак амбарӗсене пӗр вырӑна куҫарса лартмалла, колхозра пӑспа ӗҫлекен пӗртен-пӗр молотилкӑна йӗркелесе ҫитермелле. Пире лупа ҫеҫ чи ҫемҫе, шурӑ ӳт те чӑннипе хыттине, хулӑннине тата тӗсӗ илемсӗррине кӑтартма пултарать. — Пӗлӗр. Бурмистр ҫурчӗ ытти ҫуртсенчен аякра, ешӗл-симӗс кантӑр ӑшӗнче ларать. Ҫакӑн пирки эпӗ пӗрре те иккӗленсе тӑмарӑм. Станцӑран ҫур ҫухрӑм кайсан, хуралҫӑсенчен пӑрӑнса, хӳме урлӑ вӗлтлетсе каҫнӑ чухне, пилӗк сехет те хӗрех минутра, нимӗнле поезд та пулмарӗ. Эсир иксӗр те хутла пӗлетӗр, эсир вулассине вулӑр, анчах нимне те ан ӗненӗр. Апла пулсан, ҫутӑ талӑкра 173 астрономи единицине, пӗр ҫулталӑкра 63500 астрономи единицине (Ҫӗрпе Хӗвел хушшинчен 63500 хут пысӑкрах хушша) ҫитет. Кимме питӗрнӗ пулин те, пирӗн ура айне часах шыв тухрӗ. Питӗ майсӑр пулса тухрӗ унӑн Тимофейпа… Ӑна Австралири Альп тӑвӗсем, ҫурҫӗртен кӑнтӑралла пин те пилӗкҫӗр миль таранччен тӑсӑлакан сӑртсем пӳлеҫҫӗ, унӑн тӑрнашкисем ҫӳлте пыракан пӗлӗтсене тӑватӑ пин фут ҫӳллӗшӗнче тытса тӑраҫҫӗ. — Ку ҫынран лайӑх ӗҫлекен ҫын пулма пултарӗ-ши тесе, хакласа пӑхнӑ пек, Ерофей Кузьмич Лозневойӑн ҫӳлӗ те ырхан кӗлетки ҫине пӑхса илчӗ. Кухньӑран Андрей тухса:— Мӗн калаҫатӑн ҫав эсӗ, э? — терӗ. Катастрофӑн инкекӗ 37 номерлӗ экспреса ҫакланнӑ. Вӑл каҫхине вунпӗр сехет те хӗрӗх пилӗк минутра Мельбурнран тухса килнӗ. — Анне, эпӗ хам… — Каях эппин шуйттан патне! Хам вуланӑ кӗнекесенчи пек ҫынсене эпӗ ниҫта та курман пулсан, вӗсем пуласси пирки пӗр самантлӑха та иккӗленмерӗм. Статски службӑра пулма ҫамрӑк ҫын хӑйне пачах юрӑхлӑ мар тесе шутланӑ. Ашшӗпе ывӑлӗ пӗрне пӗри парӑнман, вара ҫамрӑк Алексей, пӗр вӑхӑтлӑха тесе мӑйӑхӗсене ӳстерсе ярса, улпут пулса пурӑна пуҫланӑ. Мӗн шухӑшласа тупнӑ! Аэлита каҫ сӗмлӗхӗнче ҫиҫекен ҫӑлтӑрсем еннелле пуҫне каҫӑртрӗ те хурлӑхлӑн, хулӑннӑн, хуллен юрлать: Типӗ курӑк, выльӑх каяшне, турат таткисене пуҫтар,Вӗсене тирпейлӗн купала. Ӗҫлеме юратакан казак вӑл! — хушса хучӗ Бесхлебнов старик. Хам пырсанах алӑксене питӗре-питӗре илчӗҫ. Ҫак чухӑн ҫӗвӗҫсем хӑйсен иртен кунне чи канӑҫлӑ ӗҫре кӗскетнӗ те, халь ак, хӗҫ-пӑшаллӑ пӑлхавҫӑсем пулса тӑнӑ май, чи нушаллӑ вӑхӑта тертленсе ирттернӗ. Вӑл аяла анчӗ; унӑн шуралса кайнӑ сӑнне амӑшӗ асӑрхарӗ, анчах: «мӗнле интереслӗ эсӗ паян», тесе ҫеҫ каларӗ, унтан ун ҫине пӑхса илчӗ те: «Ҫак платье сана питӗ килӗшет, кама та пулин килӗшес тесен, эсӗ яланах ҫавна тӑхӑн», тесе хушса хучӗ. Чуб ӗнтӗ сӗтел ҫинче тутлӑ курӑк ярса вӗретнӗ эрех ларнине те курнӑ пек пулать. — Кайса систерем эппин. Каснӑ-лартнӑ нимӗҫ! — терӗ Андрей темшӗн вӗчӗрхенсе. «Малалла» тесе команда панӑ хыҫҫӑн, тӑшманла икӗ енӗ те пӗр-пӗрне хирӗҫ утса кайрӗ, ҫитменнине, Николаев поручик персе ярсан, Ромашов подпоручик хырӑмӗн сылтӑмри ҫӳл пайӗнчен аманчӗ. Анчах Павел хӑй кӑкринчен тарӑн та пысӑк шухӑш хывма хӑнӑхнӑ сӑмахне кӑларсан, амӑшӗ хӑйӗн пырне савӑнӑҫ капланса ларнине туйрӗ, унӑн чӑнлӑх ҫинчен ӗмӗтленнипе ҫулӑмланнӑ чӗрине ҫынсене ывӑтса парас килчӗ. Смион Хаджи хӑй сӑмахӗнчен хӑй сехӗрленсе ӳкрӗ, мӗншӗн ҫапла каласа хучӗ-ха вӑл, пӗр турӑ кӑна пӗлет. — Ну? Вӑл килне пырса кӗнӗ чух Гайнан хӑйӗн тӗттӗм чӑланӗнчеччӗ, Пушкин бюсчӗ умӗнче ларатчӗ. — Курӑпӑр. Мӗн тума пырса чикетӗр-ха пирӗн пата эсир ҫавсене! Унта вӑл, хӑйӗн вӑрттӑн ӗҫӗсене пӗлсе тӑракан Настьӑна пӑт-пат ответсем паркаласа каллех хӑй тумтирне тумланнӑ, вара гостинӑя кӗнӗ. Самолётсем инҫетре, никама та сиен тумалла мар пек чӑмкаласа ҫӳренӗ: кичем пушӑ хирсем хушшинче тусанлӑ вӑрӑм йӗр туса хӑварнӑ грузовикпа вӗсен нимӗнле ӗҫ те ҫук пек туйӑннӑ. — Гав! — йӗрӗнсе персе ячӗ йытти. — Эсӗ манран уйӑрӑласшӑн-и апла? — тесе кӑшкӑрса ячӗ ҫамрӑк хӗр, шӑлнӗн аллине чӑмӑртаса. Аэлита куҫҫульпе исленнӗпе пӗрех. — Ҫылӑхлӑ ҫав, ачасем! Ҫылӑхлӑ! — тет вӑл, хӑй аллисемпе хӑюллӑн сулкалать тата урам икӗ енӗпе те пӳрт чӳречисем ҫине пӑха-пӑха илет. Госпитальтен тухмалли вӑхӑт ҫывхарса килнӗ май, вӑл тӗкӗр ҫине ытларах та ытларах, пӗрре инҫетрен, пӗтӗмӗшлӗн, тепре хӑйӗн пӑсӑлса пӗтнӗ питне тӗкӗр кантӑкӗ патнех илсе пырса пӑхрӗ, сехечӗ-сехечӗпе хӑйӗн пичӗ ҫинчи ҫӗвӗксемпе шӑтӑк-путӑксене сӑтӑрса якатма тӑрӑшрӗ. — Юрать, юрать. Эп перчетке тӑхӑнӑп, пӗчӗккӗм. — Унӑн хӑйӗн сӑмси кукӑр, пит шӑмми — хачӑ пек, анчах чунӗ — ҫӑлтӑр. Весовщиков ун ҫине пӑхса кулса илчӗ. Унтан Совет влаҫӗ помещиксен класне пӗтерчӗ те, 150 миллион ытла гектар улпутсен, хыснан тата мӑнастырсен пулнӑ ҫӗрсене хресченсене пачӗ, астӑвас пулать, кӑна унчченех хресченсен аллинче пулнӑ ҫӗрсем ҫумне хушса панӑ. Пирӗн планета ҫинчен урӑх планета ҫине пӗрремӗш хут ракета яни тӗнчипе паллӑ историлле событи шутланать. Ҫынсем Уйӑх ҫине вӗҫсе каяс кун ҫитнӗ тесе шухӑшлар-ха. Уншӑн вӑл кам примерлине питӗ аван пӗлнӗ. Пӗлне те ҫав ачана курайман. Кукамай хӑй пӑртак хӑяккӑнрах ларса, Ҫулҫуревҫӗ ятлӑ вӑйӑ йӗркипе картсене сарса хурать, ҫакӑ яланах унӑн кӑмӑлӗ питӗ вӑйлӑ пӑсӑлнине пӗлтерет. Джон, майор тата Паганельпе матроссем аллисене карабинсем тытса бандитсемпе ҫапӑҫма хатӗрленсе тӑчӗҫ. Саня вара кула-кула: «Вӑт ухмах, ара ҫыру вӗҫне кӑна ҫырса хумаллаччӗ ӗнтӗ» — тесе хучӗ. Эмилио тин ҫеҫ хӑрушлӑхран хӑтӑлнӑ е сывалса пыракан ҫын пек ачашланнӑ пулас; унсӑр пуҫне тата ӑна килтисем ытлашши иртӗнтерсе яни пур енчен те курӑнса тӑрать. — Каҫар — мана — сывпул! Вӑл чӗлхи вӗҫне ҫитнӗ сӑмахӗсене те каласа ярайман, мӗншӗн тесен галлерея ҫинчи ачан уҫӑ сасси: «Питех тӗрӗс турӗ», тесе кӑшкӑрса янӑ. Вӑл вара, касса янӑ юман пек, ҫӗр ҫине пӗрсе анчӗ. Кахаллӑн, пӗр сасӑллӑн ҫине-ҫине купаласа пынӑ ирсӗр сӑмахсене каласа пӗтернӗ хыҫҫӑн, ҫын мӗлки пуҫ вӗҫӗнче тӑракан пӑшала тытрӗ те хӑрӑлтатса илчӗ: — Хуп алӑка, тата уҫса пӑхас пулсан… пилӗкӗшпех паратӑп… — Вӑл чӑнах ӗнтӗ, — терӗ старик хуллен, — темле урӑх тум тӑхӑнсан та турӑ пурӗ-пӗр паллать! Халь ӗнтӗ ку тӗлӗшпе никам та иккӗленекен ҫук. Вӗсен амӑшӗсем ҫав вӑхӑтра ӗҫлеҫҫӗ, хӑйсен ачисемшӗн чун ыратмасть вӗсен. Юханшывӑн чӑнкӑ ҫыранӗнчи лапчӑк ҫуртсем аран-аран тытӑнса лараҫҫӗ. Пурте вӗсем малалла ӳпӗннӗ, кӗҫ-вӗҫ шывалла чикеленсе анассӑн туйӑнать. Амӑшӗн, ӑна итленӗ май, кӑмӑлӗ ҫӗкленсе пычӗ, — ав, епле ҫыпӑҫуллӑ калаҫать ывӑлӗ. — Манӑн йӗм пиҫиххийӗ хушшинче чӑнах та платник пуртти курӑнса тӑнӑ, эпӗ ун ҫинчен мансах кайнӑ-мӗн. Батальон командирӗ лашине малалла уттарать те, йӗр ӑна тӳрех хурал сукмакӗ пӑтне ертсе пырать. Эпӗ ӑна персе пӑрахатӑп. — Яра пар! — Леш хапхаран кайма ҫывӑхрах. Вӗсем пайтах вӑхӑт пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ. — Софья Павловна!.. — сасартӑк шӑппӑн чӗннӗ Фома. Ҫуна тупанӗсен потрисӗсем чӗриклетеҫҫӗ, лаша таканӗсен качисем юр ӑшне тӑрӑнса кӗреҫҫӗ, сылтӑм пичеври лашин валикӗ янӑракаласа пырать. ССР Союзӗн составне кӗрекен нацисемпе расӑсен прависем ҫинчен тесен, ун ҫинчен Конституци проекчӗн иккӗмӗш, вуннӑмӗш тата вунпӗрӗмӗш сыпӑкӗсенче каланӑ. Ҫичӗ ҫӗр ҫул каярах Италин Марко Поло ятлӑ пӗр купци питӗ инҫетри ҫула — Италири Венеци хулинчен Китая тухса кайнӑ. Тӗлӗннӗ ҫынсем умне кӗнекесенче пӗр сӑмахпа асӑнман урӑх ҫӗршывсем, тӗнчен пысӑк пайӗсем туха-туха тӑнӑ. — Итле, — терӗ Грушницкий питӗ мӑнаҫлӑн, — малашне те манӑн тусӑмах пулас тетӗн пулсан, тархасшӑн эпӗ юратнинчен ан кул. Халӗ Сухов Воропаева курать, тӗрӗсрех каласан, телефон тӑрӑх кунне ҫирӗм хутчен илтет, анчах халӗ вӑл директивӑсем ҫинчен ыйтмасть, унсӑрӑнах пурте паллӑ. Ачасем хӑйсем патӗнчен пӗр-икӗ ҫӗр утӑм тӑвалларах пысӑк сулӑ ҫинче вут йӑсӑрланса ҫуннине курах кайрӗҫ. Вӗсем ун патне йӑпшӑнса пычӗҫ те вутпуҫҫи вӑрласа тарчӗҫ. Хӑй нумайччен темле хытса кайнӑ куҫпа шыв ҫине пӑхса тӑчӗ. Вӑл кухньӑна кӗчӗ те аллине лактометр тытса тухрӗ. — Эпӗ хам валли ҫурт лартасшӑн, — тенӗ пӗррехинче Клош-Кванпа ытти сунарҫӑсене. Вӗсем иккӗшӗ те кимӗ ҫине сикрӗҫ те, вара эпир ҫыран хӗрринелле кайрӑмӑр. Де-Лантенак маркиз ҫар ҫапла хӑраса тарнине хӑй куҫӗпе хӑй курчӗ. Ҫур ҫӗрччен епле илсе кайма пултарнӑ вӗсем ӑна? Ҫур ҫӗрте вара вырсарникун пуҫланса кайнӑ. Ҫырмаран хӑпарса ҫитсенех вӑрмана кӗрсе кайрӑм. Тепӗр кунне акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: жандармсем Букина, Самойлова, Сомова тата пилӗк ҫынна арестленӗ иккен. — Ухмах, — хушса хучӗ Петр. — Эсир ҫак таврашра никама та тӗл пулмарӑр-и, мисс? «Ҫук, пилӗк хутчен», — терӗ Лукашка. Мӗнле, Чумаков… мӗскерле… ҫапмарӗ-и сана? — сӑмахӗсене уйӑра-уйӑра ыйтнӑ ашшӗ. Ҫапла тата темиҫе ҫул иртрӗ. Каламасӑрах паллӑ, ҫак туслӑх Уэлдон миссиса савӑнтарчӗ. Любишкин хӗрарӑмсем тухса каясса кӗтсе тӑчӗ те сӗтел патнелле иртрӗ. Пӗччен эпӗ ӑна ҫӗнме пултараймастӑп. Анчах манпа юнашар хам пекех хӑюллӑ та хам пекех мӑн кӑмӑллӑ ҫын тӑрать, эпӗ ӑна калатӑп: «Атя, — тетӗп, — иксӗмӗр каятпӑр та ҫавскертен сана та, мана та ҫапмалла мар туса хуратпӑр». Огнянов ӑна сывлӑх сунчӗ те тухса кайрӗ. — Ак епле авланаҫҫӗ, — ҫилӗпе мӑкӑртатрӗ ашшӗ, Яков ҫине хӗрлӗ куҫӗсемпе пӑхса. Эпӗ ҫакна пӗр иккӗленмесӗр, ҫирӗплетсех калатӑп. Сирӗнтен пӗри кӑна мар нумайччен ют ҫӗрте ҫухалса пурӑннӑ; пӑхатӑн та — унта та ҫынсемех! Мӗн пулчӗ? — Анчах апла тума кӗскисем кирлӗ-ҫке. Пирӗн тӑван мӗн чухлӗ кӑна ан пӗттӗр, турӑ тӗрӗслӗхе куратех, император хушсанах — хамӑр ҫӗре хамӑрах калле туртса илетпӗр. Эпӗ лайӑх мар сӑмахсем каланӑшӑн никама та каҫарманнине лайӑх пӗлет вӑл. Инженер ӗҫне лайӑх пӗлекенскер, Коперник замоксене ҫирӗплетнӗ, ҫав замоксене хӳтӗлекен отрядсен пуҫне тӑнӑ. — Сыв пулӑр, Иван Иваныч! — хирӗҫ илтӗнчӗ темиҫе сасӑ. Аллисемпе вӑл хутсем тытнӑ. Фома хӗрӗнкӗ пулнӑ. — Турӑшӑн, — терӗ Василий Иванович: — сиплеме хамах ирӗк пар. — Мӗншӗн? Хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ тӳсеймесӗр макӑрса ячӗҫ. Хӗрӗх тенкӗ уйӑрса парӑп! Ҫӗрле пулнӑ вӗт». Усӑсӑр хӑтлану! Ергушов, тутарла начар пӗлекенскер, сайра хутра ҫеҫ калаҫӑва хутшӑнса, вырӑсла калаҫрӗ. — Калатӑп эп, лашасене хӳтернӗ, тесе. — Ҫапах та, савнӑ тусӑм, — терӗ ӑна Гленарван, — пире лайӑхрах ӑнлантарса парӑр. Анчах та эпӗ юрату тенине хам мӗнле ӑнланнӑ, ҫавӑн евӗрлине хам ӑшӑмра нимӗн те тупаймарӑм. — Мӗн! — терӗ Шубин та. Ҫук — нимӗн те, вӗсен физиономийӗсӗр пуҫне. — Ҫак пиллӗхлӗ кӗтес сире йӑлӑхтарчӗ те-и? — Кунтан сывлӑш тухаймасть, шыв вара ҫапах та хӑпарать. Вӑл мӗн ӗҫпе пурӑннине те никам та пӗлмест. Бутылкӑсене пӑкӑлакан пӑкӑ анчах, урӑх ним те мар. Сӗтел хушшине ларнӑ чух шлепкӳне хываҫҫӗ, ачам. Паганель темиҫе тӗрлӗ историсем каласа кӑтартать пулин те вӑхӑт нимпе те иртмест, мӗншӗн тесен мӗскӗн ученӑйӑн хавалӗ ҫӗкленмест, ҫавӑнпа унӑн калавӗсем ӑнӑҫлӑ тухмаҫҫӗ. Ытах йывӑрлӑхсем килсе тухсан, района кил. Анчах эпир нимӗн те чӗнмерӗмӗр, пӗтӗм вӑйран, урасене ҫӗре перӗнтермесӗр чупрӑмӑр. Хӗрлӗ ҫӑлтӑрлӑ будённовкӑсем тӑхӑннӑ юланутсем, пӗр аллӑ ҫынна яхӑн, ҫул патне пырса чарӑнчӗҫ. Оля, йӑмӑкӑр сире манпа курнӑҫни ҫинчен каласа пачӗ-и? Темиҫе эрне хушши куллен камит вылянӑ пирки ман сывлӑх пит начарланчӗ. Ман хуҫа укҫа мӗн чул нумай илнӗҫемӗн кӑмӑлӗ сӑхланса пычӗ. Айтӑр калаҫса татӑлар, — терӗ вӑл, сӗтел хушшинче ларакансем ҫине пӑхса. Хӑй килет те вулать. Тупата, йӑлӑхтарса ҫитерчӗ мана ку йытӑ пурнӑҫӗ! — Эсӗ айванланнине, качака таки пек сиккеленине курнӑ ҫӗртех шарламасӑр тӑнӑ пулсан, эпӗ санӑн лайӑх юлташу пулӑттӑм пулӗ! Юрӗ йывӑррӑн, тӳррӗн, лапка-лапка ҫӑвать, вӑл чӳречесене шурӑ чаршавсемпе картласа лартрӗ, картишӗнче нимӗн те курӑнмасть. Вӗсене пӗрле хушсан та ватӑлӑх инҫе-ха. Мересьев, ӑна ҫӑлас тесе, ҫурта пек тӳррӗн ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Ҫутӑ пӑнчӑ ҫине халӗ ҫеҫ ҫывӑхран та шӑтарас пек тинкерсе пӑхнӑ тейӗн, куҫсенче шари-шари чикекен ҫав тери вӑйлӑ ырату. — Сывӑ пултӑр хамӑр аслӑ султанӑмӑр! — кӑшкӑрса ячӗ пӗри. Этем куҫӗ тӗксӗм ҫӑлтӑра телескоп витӗр малтанах кураймарӗ пулсан, кайран 10 сехет пӗр хӑпмасӑр пӑхса тӑрсан та пурпӗрех кураймасть. — Ултӑ сехет. Ҫак вӑхӑтра эпир пӗрмаях ҫӳлелле хӑпаратпӑр. Ҫӗр каҫах ҫапла ҫӳлелле пытӑмӑр. Кам пӗлет, унӑн тӑванӗсем вилчӗҫ пуль, вара вӑл тӑлӑха тӑрса юлчӗ пуль. Ну, асту, Андрюха! Ан тив, негр пулса тӑрам та, ҫакнашкал киревсӗрлӗх курма тӳр килмен мана хальччен! — Пӗлместӗп, командир. Хӗвел анса ларчӗ ӗнтӗ, вӗсем ҫаплах ҫук. Ҫапла тӑваҫҫӗ те вара. Пуясси ҫинчен шухӑшласа ҫӳрени канӑҫ паман ӑна. — Хамӑрӑн библиотекӑна кӑтартам-и сире? Ҫак юн ӗнтӗ этем ӑшӗнчен юхса тухнӑ пулсан, эпӗ ҫирӗплетсех калатӑп: вӑл ҫын чӗрӗ мар. Таврара тӗттӗм, шӑп, шӑплӑхра пӗрмай тӑкӑртаттарса шаккани хӑратмалла пӑшӑрхантарчӗ. Обоз офицерӗ хӑнана курсан, хӑйне сасартӑк вӑрра тытнӑн, хутланса ларчӗ те, укҫине пуҫтарма тытӑнса, ура ҫине тӑмасӑрах пуҫ тайса илчӗ. Акӑ уйрӑлтӑмӑр та эпир: вӑл йывӑҫ тӗмисемпе чул тусем хыҫне пытаничченех эпӗ ун хыҫҫӑн пӑхса юлтӑм. — Дэнс мӗн каласа кӑтартнине илтмерӗр-им, эсир? Чан ҫапакан ҫамрӑк манах сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. Ниепле те итлеттерейместӗп эпӗ вӗсене. Каялла илсем заявленине! Маскӑсем тӑхӑнса, аслӑ ҫул ҫинче дилижанссемпе каретӑсене тапӑнатпӑр; ҫыннисене вӗлерсе, вӗсен сехечӗсемпе укҫисене туртса илетпӗр. Саша ун ҫине тимлӗн пӑхса илнӗ, унтан, сак ҫине унпа юнашар вырнаҫса ларса:— Кӑмӑлу пӑтранать пулсан, апла сана мӗн те пулин уҫӑлтараканни кирлӗ… Унӑн ҫӑра ҫӳҫӗ икӗ еннелле сарӑлса выртать, вӗсене ҫивӗтленӗ, анчах пуҫтарса ҫыхман. Ҫынсем мӗн те пулин лайӑххине кӗтнӗ чух ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ, анчах та унӑн кӳренӳсемсӗр пуҫне кӗтмелли урӑх ним те пулман… Сасартӑк вара чиркӗвелле пыракан Фратю господина курах кайрӗ. — Пурпӗрех пӗтетчӗ ӗнтӗ вӑл! Анчах эсӗ шухӑшласа ҫеҫ пӑх-ха: виҫҫӗр тенкӗ! Паллах, вӗсене мана памаҫҫӗ, ӗненмеҫҫӗ те. — Анчах мансӑр пуҫне лашасене апат паччӑр, — тенӗ вӑл хуҫа арӑмне. Эпир кӗрсе лартӑмӑр. — Юрӗ, юрӗ, — терӗ вӑл малалла, — анчах, куратӑн-и, эпӗ унран лакей ливрейне е привратник вырӑнне ыйтма хатӗрленместӗп. Ҫук, мана кунпа илӗртеймӗн! Ҫӳлерех хӑпарнире пӗрле ҫӗре персе анас хӑрушлӑх та ытларах ӳссе пычӗ. Унта салтаксем! Ҫав конституцисен тӗп никӗсӗ — капитализмӑн принципӗсем, унӑн тӗп тӗрекӗсем пулса тӑраҫҫӗ: ҫӗрсем, вӑрмансем, хапрӑксем, савӑтсем тата ытти производство орудийӗсемпе хатӗрӗсем уйрӑм харпӑрлӑх пулса тӑни; ҫынна ҫын эксплуатацилени тата эксплуататорсемпе эксплуатациленекенсем пурри; обществӑн пӗр полюсӗнче ӗҫ ҫыннисен чи нумай пайӗ чухӑн пурӑнни, тепӗр полюсӗнче, ӗҫлеменнисем, сахаллисем пуян пурнӑҫпа иртӗнсе пурӑнни; т. ыт. те, тата урӑххи те. Унӑн тепӗр енне шултра саспаллисемпе: «Св. Мария» шхунӑн команди», тесе ҫырнӑччӗ. Нумай сӑмахсене эпӗ ӑнлантарса панисӗрех ӑнланатӑп. Ромашов тухса тарма ӗлкӗретчӗ пулин те тармарӗ — эпӗ васкамарӑм. Анчах шалти туйӑм чӗрчун ҫынна ҫакӑн пек парӑннине ӑнлантарса параять-и? Вӑл кунта хӑйӗн мӗнпур ӗмӗчӗ пеккисене тата Кавказ ҫинчен илтнӗ тата вуласа пӗлнӗ евӗрлисене нимӗн те тупмарӗ. Ҫӗр хута ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ха вӑл? Вӑл ют чӗлхесене питех те ҫӑмӑллӑн вӗренсе ҫитме, француз литературин кӗнекисене вулама тата ӑнланма пултарать. Сӑмахран, Notre Dame de Paris ун кӑмӑлне кайма тивӗҫлӗ. Патша тӑхӑнса ҫӳремелли протезсем пулчӗҫ! Кӗскен каласан — кайрӑмӑр, ҫула май Разметнова чӗнӗпӗр, кӗтме вӑхӑт ҫук. Неушлӗ ҫак хӑравҫӑ тилӗ ун вилӗмне сиссе, ӑна ҫыхӑнчӗ пулӗ? Нюшка ятлӑ йӑмӑк пурччӗ те, хӗлле выҫӑпа шыҫӑнса кайса вилчӗ, тата тепӗр пӗчӗк ача вилчӗ. Анчах эпир хамӑр историе манман, тен хамӑрӑн чи пысӑк вӑй-хӑват та тӑван ҫӗршыв сӑнарне ҫӗнетме пултаракан аслӑ шухӑшсене вӑрҫӑ та улӑштарайманнинчен килет пулӗ. Пулать те ҫын! — Кашни хутӗнчех эсӗ пире чӑн вилӗмрен ҫӑлса хӑваратӑн. Эпир сана ҫӗҫӗ айӗнче вилме парӑпӑр-им тесе шухӑшлатӑн-им эсӗ? Унтан, вӗсем хушшинчи пӗр-пӗрине курмасӑрах пулнӑ паллашу ҫирӗпленсе пынӑ май, ун умне Отечественнӑй вӑрҫӑри палламан герой вырӑнне — чӗрӗ ҫамрӑк ҫын тухса тӑчӗ, ҫав ҫамрӑк ҫын ӑна ытларах та ытларах интереслеме пуҫларӗ. Ҫапла вара Австрали ултӑ провинцине пайланса тӑрать. Огнянов ҫав йытта лайӑх ас тӑвать, йытӑ арман тавра чупса ҫаврӑнчӗ, алӑка чӗрмелерӗ, тӗм патӗнче ҫӗр чава-чава хӑтланчӗ, хӑй ҫаплах уласа йынӑшать. Анчах ҫурҫӗр тӗлӗнче Половцев патӗнчен, Войсковой хутортан, ятарласа янӑ юланутлӑ ҫын килсе ҫитрӗ. Болгари историйӗпе экзамен пуҫланчӗ. — Паша нимӗн те каламан мана… Ой, мисс Луи, эсир пит те илемлӗ-ҫке! Урайӗнче, капитан алли патӗнче, пӗр енне темӗнле хура япалапа сӗрнӗ пӗчӗкҫӗ хут ҫаврашки выртать. — Ара, ан пӑлхан-ха эсӗ, сӑмахна кала! — терӗ Балабин пӑшӑрханса. Пӗррехинче вӑл Яков Лукича ҫав тери хытӑ тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. — Ҫук, тавтапуҫах. Хӑшӗсем, пӗррехинче хирте «Адмирал Венбоуран» инҫех те мар ӗҫленӗ чухне, ҫул ҫинче, темӗнле шанӑҫсӑр ҫынсене курнине аса илчӗҫ. Палламан ҫынсем вӗсене контрабандистсем пек туйӑннӑ, вӗсем вара, хӑйсен кил-ҫурчӗсен алӑкӗсене ҫирӗпрех питӗрес тесе, килӗсене васканӑ. Тахӑшӗ пӗри Логово Китта текен бухтӑра пӗчӗкҫеҫҫӗ суднӑна та курнӑ. Катя чӗнмерӗ. Мӗн тума иккен офицерсем? — Халӗ тӑвакан ӗҫ маншӑн пӗтӗмпех ҫителӗклӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Манӑн ҫӑвар ӑшӗ типсе ларчӗ. Эпӗ хампа хам ҫав тери хытӑ кӑшкӑрашса калаҫрӑм, кун пирки вара Даша инке те хӑраса ӳкрӗ. Нагульнов ответ пачӗ: — Лукич, каҫар мана, сӗм-ҫӗрле килсе вӑратма тиврӗ сана, ӗҫ пур, иксӗмӗрӗн халех совхоза каймалла. Хут купӑс юрласа, выляса ячӗ. Ӑна калаканни чупни сисӗнет. Джим ҫӗре выртнӑ та харлаттарса ҫывӑрать. Филчо полицейскипе хуралҫӑ кӗчӗҫ. — Ҫитӗ ҫывӑрма: саккӑрмӗш сехет ӗнтӗ. — Тӑхта-ха, Новороссийск хули патне ҫитӗпӗр те каллех кӑнтӑралла пӑрӑнӑпӑр. Литаврсем янӑраса кайнӑ, вара часах площаде, тӗкӗлтурасем пек, запорожецсем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнма тытӑннӑ. — А, пӗлетӗп. — Ҫук, ҫук, ун пек юрамасть, Аврама пӗлтермеллех пулать. Эпир сирӗнпе тин ҫеҫ асӑннӑ каҫранпа вӑл пӗр хутчен ҫеҫ ун ҫине утланса кайрӗ. Вавжон укҫине хӗрхенчӗ, пама килӗшмерӗ; тавлашу хаклӑлансах пычӗ, ӗҫӗ тарӑна кӗчӗ. Пӗр присяжнӑйӗ хута илет те ӑна юсаса хурса вулать: — Капитан Кассий Кольхаун! Эсӗ епле пулсан та пирӗн, тенӗ пек ӗнтӗ. Хӑй пӑхса ӳстерекен пусмӑр тӳснӗ мӗскӗн кайӑксем те ун ҫине шанчӑксӑррӑн, тӑшманла пӑхнӑ пек туйӑнчӗҫ ӑна. Терраса ҫинче пӗр самант хушши шӑп пулчӗ. Сана хӑшӗ ытларах килӗшет — пульӑран вилесси-и е пуртӑ айӗнче вилесси? Татьяна, кунпа килӗшмесӗр, пуҫне пӑркаласа илчӗ. Турра ӗненмеҫҫӗ… Чиркӳсене ҫаратаҫҫӗ… Хӗрӳллӗ ҫын пулнипе вӑл пуҫне усмарӗ, хӑтӑлма мӗнле те пулин пӗчӗк май тупӑнсанах унпа усӑ курма хатӗр тӑчӗ. Ку ӗнтӗ куллен иртен ҫапӑҫу пекех, ун ҫинчен ман урӑх калассӑм та килмест, ҫитменнине тата вӑл часах иртрӗ. Вӑл ҫапах та ӗнтӗ чи кирлине, эпир калама хӑяйманнине калать. Таҫта малта, инҫетре, ҫак ушкӑн кайма шутланӑ ҫӗрте, нимӗҫ самолёчӗсем ҫулсем тӗлне хунарсем ҫакса тухнӑ, — ҫӗрлехи тӗттӗм вӗсен хӑрушӑ та вилӗ ҫутинчен аяккалла тӑрать. Пӗр миля пек кайсан, вӑл кӗсменсемпе хытӑрах ишме тапратрӗ, шыв урлӑ каҫсан, лӑп хӑй ӑҫта тухас тенӗ ҫӗре пырса тӑчӗ, мӗншен тесен ҫав ӗҫ уншӑн ҫӗнӗ ӗҫ пулмарӗ ӗнтӗ. Ҫынсем ҫӗр пӳртсемпе хӳшӗсене пытана-пытана ларнӑ, — вӗсем ларнӑ ҫӗрте, чӑрӑш лӑсси витӗр аран ҫеҫ тухса, хуллен кӑна тӗтӗмсем йӑсӑрланаҫҫӗ. Амӑшӗ ҫамрӑк ҫынсене питӗ юратать; хӗрӗ вӗсене ним вырӑнне хуман пек пӑхать: Мускав йӑли. Мана мистер Кольхаун атӑпа тапса хӗнерӗ. Халӗ, килелле вӑраххӑн утса, Яков ҫав ҫынтан, епле пулсан та хӑйне вӑкӑра пуртӑ айне илсе пынӑ пек тума ӗмӗтленекен ҫынтан, мӗнле хӑтӑласси ҫинчен кӑна шухӑшларӗ. Иккӗмӗш этажра. Асатте аппӑшӗ каласа паратчӗ, тет, пуринчен ытла вӑл ӑна кураймастчӗ, тет, леш хайхи Опошнянск ҫулӗ ҫинчи хупаха пӑрахса хӑварнӑшӑн тарӑхатчӗ, тет. Ҫавӑнпа вара мӗнпур вӑйӗпе ӑна тавӑрма тӑрӑшатчӗ, тет. Гленарван ыратнипе пит-куҫне пӗркелесе, аран-аран алӑ пусса хучӗ. Вӑл ҫавӑрӑнсассӑн, унӑн ҫурӑмӗ ҫинче урлӑ-пирлӗ йӑрӑмсем хӗрелсе тӑнӑ: вӑл вӗрен ҫумне сӗртӗнсе хӑйӗн юнӗпех лапӑртаннӑ. Елпешке чашкӑ ҫинче хӗрлӗрех тӗслӗ ачаш сысна ҫурисем шурӑхнӑ сӑмсисене хурлӑхлӑн кӑнтса выртатчӗҫ, вӗсен умӗнче аллисене пысӑк ҫӗҫӗ тытнӑ виҫӗ командир тӑратчӗҫ. — Ваше преподоби, паллах, эпӗ… Эпӗ питӗ хавас пулӑттӑм, анчах… — Духовнӑй семинари ректорӗ ют ҫынсен ҫылӑхӗсене каҫармасть вӗт? Хӗрӗ ҫилленнӗ: — Мӗн ку, атте? Каях. Любишкин хӑй хыҫҫӑн алӑка аслатилле шан! шанлаттарса хупса хӑварчӗ те крыльца ҫинчен чупса анчӗ. Мана ҫак кунсенче ҫав ҫӑлтӑра кӑтартрӗҫ. Дантон умӗнче пушӑ стакан тата тусан витнӗ эрех кӗленчи ларнӑ. Марат умӗнче — пӗр курка кофе, Робеспьер умӗнче хут листисем сарӑлса выртнӑ. О, Морис хама юратнине пӗлес пулсан, маншӑн пурӗпӗрех пулнӑ пулӗччӗ! Тренировочнӑй авиаци полкне тӗрӗслеме яма май пур, тесе шутлатӑп». Шултра куҫҫуль пӗрчисем тухрӗҫ те унӑн имшер пичӗ тӑрӑх юхаҫҫӗ: — Эпӗ юратма пӗлместӗп, — терӗ вӑл, — эпӗ ҫакна… ҫакна нихӑҫан та пӗлмен… — Эрех тавраш ҫук-тӑр, Обрейко? Унӑн Бертӑна пытаракан ачисене тӳлемешкӗн те ҫӗр грамм ҫӑкӑрӗ пулман». Мӗнле тивӗҫлӗхпе?» — Хам никама пӗлмен ҫӗре кайма хӑрарӑм. Хӑш-пӗр ҫӗрте ман палланӑ ҫынсем пурччӗ те, анчах халь вӗсем мӗнле сывлаҫҫӗ пуль, пӗлместӗм, вӗсене шанса пӗтерме те ҫук терӗм. Манӑн аллӑмра ливольверт пулнӑ пулсан; турӑ ан хуштӑрах та, мӗн пулса тӑнӑ пулӗччӗ-ши? — Мӗнле ирсӗр ҫынсем пурӑннӑ вара ҫав ҫӗршывра! — шӑппӑн каларӗ бей хӑйпе юнашар ларакан Дамянчо Григорова. Пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх Ромашка ҫеҫ сулланса ҫӳрет, темӗн шутлать вӑл, — хӑйӗн пулас пуянлӑхне пулӗ, — тата повар кухньӑра апат хатӗрленӗ май юрлать. — Тӗрӗс калать, — тесе хучӗ пичче, хӑйӗн куҫӗ умӗнче яланах подзорнӑй труба тытса. — Нимех те мар, нимех те мар, пурте лайӑхах пулӗ! — терӗ вӑл те ҫав хӗре, те хӑйне хӑех, вара шухӑшлӑн тепӗр хут каларӗ: — Нимех те мар… Ку вӑл шанчӑк ҫути ҫеҫ, вӑйсӑр ҫутӑ пулчӗ, анчах вӑл ун чунӗнче ҫапах та мӗлтлетсе ҫунчӗ. Эс Чумаков пахчине кӗтӗн-им? — тесе ыйтнӑ ашшӗ. Эпӗ те ҫемье ҫинчен шухӑшланӑ. — Эсӗ ху каларӑн вӗт-ха вӗсем сиккелесе ҫӳреҫҫӗ тесе? — Ҫук, эпӗ урӑх роман пуҫларӑм, эсир панинчен те илемлӗреххине. Тепӗр кун ирпе эпир, хамӑр его высочествӑна хисепленине палӑртас шутпа, каллех ун патне кайрӑмӑр. Тӑхта кӑштах: акӑ ҫар ки-лӗ, ку хурах пусса ҫӳрекенсене пӗтерӗҫ те, вара ӑҫта каяс тенӗ унта кай, — терӗ. Ҫав пайӑркана ун патне ҫитме утмӑл пин ҫул ытларах кирлӗ. Юланутпа пыракан офицер чӗлпӗрне хытарса туртрӗ, ҫеккунтлӑха чарӑнчӗ те пуҫне сылтӑмалла пӑрчӗ. Пӗтӗм вӑйӗпе куллине чарса, Давыдов аллине хӑраса ӳкнӗ пек сулкалама пуҫларӗ: — Ҫук, ҫук! «Ҫутҫанталӑк ыйхӑ шӑплӑхӗ кӳрет», — тенӗ Пушкин. Ҫак илемлӗхсем ҫине пӗр сехет хушши пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, эпир хамӑр грота тавӑрӑнас тесе хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе каялла утрӑмӑр. Санӑн акӑ мӗн ҫинчен шухӑшласа пӑхасчӗ: акӑ эпӗ санпа калаҫатӑп, чунӑм манӑн уҫӑ, анчах манӑн ҫакӑн пек уҫҫӑн урӑх кампа калаҫас-ха? Халӗ ҫынсен сассисенче хавасланни те, савӑнни те илтӗнет, — паянлӑха ӗнтӗ асаплӑ ӗҫ пӗтнӗ, килте вӗсене каҫхи апат та канӑҫ кӗтет. Ӳкӗтлени — хушни мар. — Мӑнаппа чей ӗҫме килет-и? — Ырӑ чунӑмҫӑм! — терӗ амӑшӗ хуллен, хӗрхенӳ хӑйӗн чӗрине ҫунтарнине туйса. Хӗвеланӑҫенче Нью-Плимут хули ӳссе ларнӑ; хӗвелтухӑҫӗнче — Агурири; кӑнтӑрта — Веллингтон. Ку вӑрҫӑра — пурте геройсем! Халь акӑ пӑх-ха! Ну, ҫавӑн хыҫҫӑн эпир мустангера хӑйӗн хӳшшине илсе кайрӑмӑр. Возняков политрук ӗнтӗ пуху пуҫлама та вӑхӑт тесе шутларӗ. Авдотья Васильевна ҫинчен апла калама эсӗ епле хӑятӑн? — Турӑ, хӗрхенсемччӗ пире! — кӗлтурӗ Марыся. Анчах мӗн енӗпе кансӗрлерӗм-ха эпӗ вӗсене? — Асанне, суя кӑна ку, тен, пӗтӗмпех? — асӑрхаттартӑм эпӗ. Вӑл кӑмӑллӑн пӑхса йӑл кулать, ҫапах та вӑл ман кӑмӑла каймарӗ. Пире, ирӗклӗ халӑха, самана мирлӗ вӑхӑтра тара кӗрӗшнӗ ҫынсен яланхи ҫарӗ кирлӗ пулни короле нимрен ытла тӗлӗнтерсе ячӗ. Вӑл ӗнтӗ ахалех те паллӑ, ху шутласа пӑх-ха: усалсемсӗр пуҫне никам та кӑвак ҫутӑ ҫутакан ҫук. Часах вӑл ҫавӑн пек йӗр иккӗ пулнине тупнӑ: пӗри малалла кайнӑ, тепри каялла килнӗ. Вӑт вара — пӗтӗм ӗҫӳ те! Эсӗ ман приказ пӗр тытӑнса тӑмасӑр туса пыма кирлӗ. Ҫӗмӗресрен хӑратӑн-и? Вӑл хытӑ хартлатма тапратрӗ, унтан тата хытӑрах кӗҫенсе ячӗ; акӑ ӗнтӗ вӑл каялла прериелле вӗҫтерет. Симӗс садра савнӑ тус, Савнӑ туса — тайма пуҫ. Пӗчӗк хулӑ илсе, Озеров шыв лупашки варринчен виҫ-тӑватӑ ҫулҫа аяккалла сирсе ячӗ, — шыв тӗпӗнчен ҫӳлелле тухса тӑракан симӗс хӑях тӑррисем таса вырӑнта йӑшт тӳрленсе тӑчӗҫ. Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Вӑл шӑппӑн, куҫӗсене хупса выртрӗ. Пирӗн пата сайра пыратчӗ вӑл; куншӑн эпӗ кулянмастӑм. — Пӗлес пулать, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Эпӗ сывлӑшӑма ҫавӑртӑм та сывпуллашса хам пата тухса кайрӑм. Увар Иванович пӳрнисене выляткалама пуҫларӗ. Эпӗ Библие те, Четьи Минее те вуланӑ, — Никифорыча ку тӗлӗнтеретчӗ, ӑнран кӑларсах яратчӗ пулас. Анчах пирӗн ҫӑлӑнӑҫ пур. Пире Ҫӗр ҫӑлать, — Ҫӗр ҫинчи ҫынсем, ҫурма тискерчӗксем, сывӑ, чӗрӗ раса. Анчах фабрика ҫынни — кайӑк евӗрлӗ: тӑван ҫӗрӗ ҫук, кил ҫук, паян — кунта, ыран — лере! Ҫакса вӗлермесен те, заводран кӑларса ярасси пулатех ӗнтӗ. — Ия, капла лайӑх пулӗ, — тенӗ хӗр, аллине йӗнер пуҫӗ ҫине хурса, йӗнере тӗрткелесе пӑхса. Мана инструктор туса хучӗҫ, вара эпӗ Балашовра тата тепӗр ҫул пурӑнса ирттертӗм. Ах, тупата! Ытла ӑсланса кайнӑран пулмалла. Урӑх шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл айлӑмалла чупса анчӗ. Анмашкӑн питӗ меллӗ пулчӗ. Король каллех кулса ячӗ, ун хыҫҫӑн ыттисем те кулчӗҫ, виҫ-тӑват е пилӗк ҫын кӑна хӑйсене лӑпкӑ тытрӗҫ. Унӑн ҫӑмӑл та сӑпайлӑ уттинче таса хӗр илемӗ пурри палӑрать, вӑл мӗнлине каласа пама майӗ те ҫук, ӑна куҫпа курсан ҫеҫ ӑнланма пулать. — Чӑнах та… анчах куҫран пӑхса курӑнакан юрату хӗрарӑмшӑн нимӗн те мар вӑл, сӑмахла калани вара… Гремячий Лог хуторӗнчи Сталин ячӗпе хисепленекен колхоз ҫав вӑхӑт тӗлне ҫураки планне пӗтӗмӗшпех тултарчӗ. Хирӗҫри ҫуртӑн хӑмӑшпа витнӗ чӑнкӑ ҫийӗ анакан хӗвелӗн ҫутинче йӑлтӑртатать. — Падре, калӑр-ха… калӑр-ха тӳрех, мӗн кӳрентерет сире? — Нимӗн те мар. — А! Ромочка! Чул тӑва тупнӑ та паллӑ тунӑ, пире ҫакнашкал тӗлӗнмелле ытарлӑ тупмалли юмах каласа хӑварнӑ, хӑйне валли ҫурт вара, ҫуртне вара, пӗр мунча пекскерне те пулсан, лартман! — Унӑн председателӗ, леш, Аркашка Лосев, начар хуҫа. Ҫавӑн пек решени йышӑнма пирӗн айӑпа ҫителӗклӗ кӑтартса паракан япаласем ҫук. Пит лайӑх калаҫнӑ эсир турӑ ҫинчен: сан ята илтсенех вӑл иклетме пуҫлать, кӑвакарса каять, шыва путса вилнӗ ҫын пек! Мӗнпур пурлӑхӑмӑра комендантӑн кивӗ урапи ҫине тиенӗ. Хура хӗрлӗ пушар — тӳпен ҫурри таран. — Кам чи малтан «ку манӑн» тесе каланӑ, ҫав айӑплӑ. Манра пӗтӗмпех наркӑмӑшланнӑ. Е командировкӑна яма ыйтатӑп, е — тухса таратӑп. Халь ӗнтӗ маншӑн пурте паллӑ. Ҫӗрлехи тӗрӗс мар ҫутӑра хӗнесе вистенин йӗрӗсем пушшех тискеррӗн, пушшех хӑрушшӑн туйӑнаҫҫӗ. Том тӳссе тӑрайманнипе сӗм ҫӗрле защитник килне чупса кайса, питӗ хытӑ тупа тунипе ҫыхса хунӑ чӗлхе-ҫӑварне уҫса, ҫав хӑрушӑ ӗҫ ҫинчен каласа кӑтартсанах, Гек этем йӑхне пӗтӗмпех шанма пӑрахнӑ теме пулать. Тата ҫур сехетрен хаярланнӑ кӗтӳ урнӑ пек кӗрлесе, Огнянов пуҫне шӑчӑ вӗҫне тирсе, йӑлӑмран ҫӗнтерӳллӗн таврӑнчӗ. Галкина ӑна шӑпах ҫавӑн ҫинче ярса тытнӑ та, пӗр хӗрӗх ҫулхи купец майри патне вырнаҫтарнӑ, лешӗн ывӑлӗ те виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен студент пулнӑ ӗнтӗ, хӗрӗ гимназирен вӗренсе тухас патне ҫитнӗ. Вӑл ним те шарламарӗ, анчах пӗтӗм чӗререн Генрипе пӗр майлӑ ӗмӗтленчӗ. Эпӗ вӗсене унашкал ҫынсене хам курманни ҫинчен каласа патӑм та, ҫак тӗлӗнмелле сӑмах мӗне пӗлтернине ӑнлантарса пама ыйтрӑм. Хам ҫивӗчрех чупман пулсан — ҫӗҫӗ ҫине тирӗнсе ларнӑ пулӑттӑм. Вӑл ӑна, мӗнле те пулин татӑлса ан кайтӑрччӗ тесе, кӑшт хытӑраххӑн туртма та шикленнӗ. Том хӑраса хытсах кайнӑ, ни аллине, ни урине те тапратма пултарайман; Анчах та океанри юхӑм карапа хӑш еннелле сулӑнтарнине пӗлменни — йӑнӑшсен сирме май ҫук тепӗр ҫӑлкуҫӗ. Унӑн сиккеленмесӗр тӑракан мухтавлӑ кӗлетки, чул пьедестал ҫинче картина пек курӑнаканскер, мрамортан тунӑ пек туйӑнать. Ирпе вӑрансанах чӳрече умне ларатӑп та лорнет витӗр унӑн балконӗ ҫинелле пӑхатӑп, вӑл тахҫанах тумланса тӑма ӗлкӗрнӗ; кӑчӑк туртассине ҫеҫ кӗтет; вара пӳрт умӗнчен пусӑ патнелле анакан садра ӑнсӑртран тӗл пулнӑ пек тӑватпӑр эпир. Хӗрарӑмсемпе калаҫнӑ чухне Берсеневӑн сӑмахӗсем вӑраххӑн тухаҫҫӗ, вӑл тата ытларах селӗп калаҫма тытӑнать. Кирлӗ пулман пулсан, эпӗ сана илместӗмччӗ те. Вӑл сывлӑшра пулнӑ вӑхӑтра иккӗмӗш группа — вуникӗ истребитель вӗҫсе кайма хатӗрленчӗ. Хаяр ҫынччӗ вӑл, темӗнле влаҫа пуҫӗнчен туяпа ҫапнӑ та, тӗрмере пӗр ҫула яхӑн ларчӗ. — Ну, хӗрсем, ӗҫсе ҫиетпӗр халь, — терӗ вӑл, арҫынсем турилкке ҫине хунӑ тӑватӑ монетӑна силлесе. Христианла ҫак уявсем Христос ҫуралнӑ тата Христос чӗрӗлнӗ ятпа пирӗн вӑхӑтах ҫитнӗ. Намӑса пӗл, пире те ан намӑсла… Капиталистсем ҫапла калаҫҫӗ: ҫынсене часах ҫӗр кӑмрӑкӗ, тимӗр, нефть ҫитми пулать, теҫҫӗ… Хула аяккинче пурӑнакан пӗр чухӑн ҫын ҫакӑнта туй ирттерет иккен те, туйне ҫак таврашри халӑха пӗтӗмпе пуҫтарнӑ курӑнать. Пуринчен ытла — ирӗклӗх; — ку манӑн правило… Каҫхи сасӑ Грант капитан ӑҫта ҫухални никама та паллӑ мар. — Аванрах пулӗ ун ҫинчен мансан… — татӑклӑн шухӑш тытнӑ вӑл. Пӳрт тӑррисем урлӑ Ока шывӗ кичеммӗн ҫуталса выртни курӑнать, ун ҫинчен уйӑх татӑкӗ сиккеленет, унтан леререхре хура кӗрт куписем пек вӗҫӗмсӗр вӑрмансем тӑсӑлса выртаҫҫӗ. — Тӗрӗс, пӗчӗк мар. Вӗсемпе пӗрле урасемпе тапӑртатни, шӑхӑрни тата туратсем хуҫӑлса ҫӑтӑртатни, тискеррӗн хартлатни илтӗннӗ, тата шӑлсемпе шӑт-шат тутарнисем илтӗне-илтӗне кайнӑ. Эпӗ лайӑхрах ыйтса пӗлсен, ку сӑмах Бебель ҫинчен пыни паллӑ пулчӗ. — Ҫук, ырӑ ҫыннӑмӑр, астӑваймастӑп, тем. Юлашкинчен ҫапӑҫу лӑпланчӗ, пӗр-пӗринпе вӑрҫакан ҫарсем каялла чакма пуҫларӗҫ, вӗсем юнанисемпе ылханнисем хуллентерех те хуллентерех илтӗнсе пычӗҫ, ерипенех вара вӑрманта ӗлӗкхи пекех пулса тӑчӗ. Ӑнланмалларах пултӑр тесе, эпӗ хуҫана карапа мӗнле тунипе вӑл мӗнли ҫинчен тӗплӗнрех каласа патӑм. Анчах ку пӗр самантлӑха ҫеҫ хӗпӗртесе илни пулнӑ. — Ил халех, унсӑрӑн вӗсене эпе хӑв умӑнтах таптаса тӑкатӑп, илтетӗн-и? — ҫавӑнтах вара Цимбал хӑрах урипе корзина ҫине пусма тӑчӗ, хӑраса ӳкнӗ Огарнова корзинӑна хӑй алине илчӗ. — Кун пирки татӑклӑ-и? — Май килсен. Ҫамрӑк креолка Индж форчӗ патнелле пыракан ҫул ҫинелле пӑхса илнӗ. Хам та ӑнланаймастӑп. Вӑл пӗр самантрах ҫӳлти хута ҫити чупса ҫитрӗ, иккӗмӗш хутри пӳлӗмӗн ӑшне ҫутатма тытӑнчӗ. Каласа пӗтерес е ӑнлантарас тесе, эпӗ ӑна тытса чарма тӑрӑшатӑп, аллинчен ярса тытатӑп. Ҫак пӗчӗк хирӗҫӳ ҫемьери лӑпкӑлӑхпа килӗшӗве нимӗн чухлӗ те пӑсаймарӗ, кунти хӗрарӑмсем ӑслӑ-тӑнлӑн килӗштерсе пурӑнни курӑнсах тӑрать. Ун пек чухне лешӗ ҫийӗнчех пытанчӗ, Оленин вара, карчӑкпа ҫине тӑрсах калаҫнӑ пек туса, хӗр мӗнле сывланине, унӑн мӗнпур хусканӑвӗсене итлерӗ тата вӑл каллех хӑй ҫине пӑхасса кӗтме пуҫларӗ. Атьӑр сасӑлар, ытларахӑшсем килӗшеҫҫӗ пулсан, вара халех ҫавнашкал решени йышӑнӑпӑр; ҫак ыйтупа пирӗн тепӗр пуху ирттермелле ан пултӑр. — Ӗҫ мӗнре? Вӑл сиксе тухрӗ те каллех Сергей еннелле вӗрме тытӑнчӗ. Ҫунакан танк, темен пысӑкӑш факел пек ялкӑшса, борт ҫинчи мӗнпур хӗҫ-пӑшалтан персе, унталла та кунталла пӑрӑнкаласа, таракан нимӗҫ салтакӗсене хӑваласа ҫитсе, вӗсене ял тӑрӑх гусеницисемпе таптатса ыткӑнса ҫӳренӗ. Эсӗ ман тимӗрҫ лаҫҫинче мана пулӑшакан ҫеҫ пулса ӗҫленӗ пулсан, хуторта никам та ним те калас ҫукчӗ, анчах эсӗ пирӗн пӗтӗм хуҫалӑх пуҫӗнче тӑратӑн-ҫке-ха… Эпӗ экспедицине тупни ҫинчен вӑл Мускав хаҫачӗсем ҫинче пичетленнӗ ТАСС телеграммисем тӑрӑх пӗлетчӗ ӗнтӗ. Кӗскен кастарнӑ хура ҫӳҫлӗ пысӑк пуҫне ҫиленчӗклӗн ҫӳлелле ҫӗклерӗ, хура куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, мӗкӗрленсе, шыҫмакланса карӗ те:— Эсӗ мӗнлескер? — тесе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Бэла шуралса кайрӗ те пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Унтан, калавӗн чи пуҫламӑшӗнчех, Михин подпоручиксем шав хушшинче хӑйсен кӑмӑлӗ пирки евитлерӗҫ, анчах, пыр хӗлӗхӗсем йӑвашрах тата ҫынни мӗн ҫуралнӑранпах вӑтанаканскер пулнӑран, ун шухӑшне итлесех каймарӗҫ. Ҫирӗм ҫул хушши ӗҫленӗ хыҫҫӑн хытнӑ ҫӑкӑр татӑкӗ шырама урам тӑрӑх ҫӳремелле ӗнтӗ ман… — Мӗн тӑватӑр эсир? Киевра, Харьковра е, калӑпӑр, Одесса хулинче — унта, тӑванӑм, эх мӗнле цирксем! Ӑна хӑй выртакан ҫӗртен куҫарма ан шутлӑр, хускатма пачах юрамасть, Хуторта пӑр тупӑнсан… Пӗррехинче эпӗ, Марья Васильевна вилни икӗ эрне ҫитсен, Кораблев патне кӗтӗм. Ҫавӑ ҫеҫ! — Хутла пӗлекенсем пурте тата пуянсем те пулаҫҫӗ, анчах вӗсем, паллах, пирӗнтен илмеҫҫӗ… Вӗлерӗҫ! — Ку, — тет Зеб Стумп ҫӳлти шӑтӑкне кӑтартса, — ниме те пӗлтермест. Ҫак вӑрӑм та йывӑр ҫулпа каякансем нумаях пулмӗҫ, ҫав вӑрӑм ҫул вӗҫне ҫитнӗ ҫынсен тӑванлӑхӗн юмахри пек патшалӑхне нумайӑшӗ кураймӗ. Сӑвакан сӗт сирпӗнчӗкӗ пек ӑшӑ тумламсем тӗтреллӗ шӑплӑхра пытанса выртакан ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ анаҫҫӗ, типме ӗлкӗреймен кӑпӑклӑ кӳлленчӗксенче шурӑ хӑмпӑсем пулса хӑпараҫҫӗ; питӗ лӑпкӑ та йӑваш ҫуллахи вӗтӗ ҫумӑр: чечексем те пуҫне усмаҫҫӗ, кил картисенче чӑхсем те унтан хӳтлӗх шырамаҫҫӗ. Уйран таврӑнтӑм. (Кӗҫӗн Раҫҫейре, паллӑ ӗнтӗ, хӗр пурӑнакан ҫуртӑн хапхине кӑна тикӗтпе вараласан та, уншӑн вӑл нихӑҫан тасатса пӗтерейми, калама ҫук пысӑк намӑс.) Ну, юрать, сирӗн ӑнӑҫмасть — эсир пӑсӑлса каятӑр, кӗлмӗҫлӗхе, ӗҫкӗлӗхе ҫити анса ларатӑр. Ҫынсем ҫывӑрнӑ чух, вӗсем совхозӑн кивӗ пахчисенче кишӗр шыраҫҫӗ пулас, кайран, кишӗре кӑчӑртаттарнӑ май, ыталашаҫҫӗ те, киленсе кайса, кӑвак горизонт хыҫӗнчен хӗвел епле ҫӗкленсе тухнине пӑхса тӑраҫҫӗ. Ҫав сехетре тинӗс тӗлӗнчи пӗлӗт ҫинче пулакан тӗссем кайран яра-кунӗпе те пулмаҫҫӗ. Унтан вӑл ҫӳҫенсе илсе сехет ҫине пӑхрӗ. Хӗненӗ хыҫҫӑн эпӗ килхушшине тухрӑм та, хӗвел шыв лупашкинче ҫутӑлса тӑнине курса, ӑна урапа таптама тытӑнтӑм. — Шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Санин Полозовӑн хӑрах аллине тытса чӑмӑртарӗ; ун аллисем паҫӑрхи пекех ҫаврака пӗҫҫисем ҫинче выртаҫҫӗ, аллисене вӑл кӑвак, пирус кӗлӗ тӗслӗрех тӑвӑр сӑран перчеткесем тӑхӑннӑ. Кун пеккине вара «хӗре чечек пек туса яни» теҫҫӗ. Ҫамрӑк арӑм вуникӗ сехет ҫитнине, упӑшки халь те ҫывӑрса выртнине мансах кайрӗ. Ҫук, эпӗ ун пек кун-ҫулпа килӗшес ҫукчӗ! Анчах ӑна ҫийӗнчех, суян курӑнас мар тенӗн пулас, сасартӑк ытла та хаярланса кайнӑ командир сасси чарса тӑратрӗ: — Тӑхта, кил кунта, шуйттанла пӑрӑҫ пуракӗ… Сӳпӗлтететӗн кирлӗ мара! Лешӗ ҫапах та вӑранчӗ. Чӑнах та ҫавӑ! Астрономсен аллине кашни ҫул пурӗ те пилӗк е вунӑ чул кӑна кӗрет. Нимӗнле ӗҫе те-и? Иртен пуҫласа каҫчен вӑл чӑмласа ҫӳретчӗ, унӑн кӗсъисенче яланах пӗремӗксем пашалу таврашсем туллиехчӗ, янах шӑмийӗсем ывӑнма пӗлмесӗр выляса тӑратчӗҫ, унӑн чупкаласа ҫеҫ тӑракан пӗчӗк кӑвак куҫлӑ, ниме тӑман сӑнне пӑхсан, темле лайӑх мар пек туйӑнатчӗ. Акӑ мӗн! Пӗрер уйӑх выртса ирттерет те, унтан каллех вӑййа тухать, хальхинче Дымокӑн кӑвакрах куҫӗсем нихҫанхинчен те ытларах ялкӑшса пӑхаҫҫӗ, икӗ ретлӗ хут купӑс чӗлӗхӗсем тӑрӑх унӑн пӳрнисем тата хӑвӑртрах чупаҫҫӗ. Пӗтӗм халӑх кӑна ырласа кӑшкӑрашма тытӑннӑ, вара козаксем кӑшкӑрнипе пӗтӗм хир каллех чылайччен янӑраса тӑнӑ. Попугайсем акӑш-макӑш шапӑлтатрӗҫ, Дик Сэндӑн вӗсене пӑшал персе шӑплантарас е хӑратса вӗҫтерсе ярас кӑмӑлӗ те пурччӗ. Шӗпӗнсене Джо Гарпер ҫавӑн пек пӗтерет, вӑл ӗнтӗ пурнӑҫ курнӑ ҫын, — ӑҫта-ӑҫта ҫитмен пулӗ вӑл… Астӑватӑн-и, эсӗ мана хамӑн упӑшкаран пытарса хӳтелеттӗн? — Ҫумӑртан пытанас тетӗп. Ӑҫта каяс килет, ҫавӑнта кайма пултаратӑр. — Пур. Кӑнтӑрла иртни тӑватӑ сехет ҫитрӗ. — Питех те хитре вӗт хӑй, э, — хушса хучӗ вӑл, чӑпар ушкӑнсем ҫине кӑтартса. Иван Иванович малти кӗпи патне ҫитсе пӑчкине вырнаҫтарчӗ те касма тытӑнчӗ. Юрать, мӗнех вара уншӑн? Анчах пӗлесчӗ сирӗн вӑл ҫакна епле каланине! Вӑл, картлашка ҫине ярса пуссанах, тӑхлан ҫумӑрӗ айне пулса, ҫӗре тӑсӑлса ӳкнӗ. Уйӑхпа ытти планетӑсене хальхинчен те авантарах тӗпчесе пӗлме пулать. Атьӑр харампырсем, лаша тӑмасть! Пушанса юлнӑ ҫурт-хуралтӑна эрешменсем карталаҫҫӗ. Мӗн пуласси пултӑр! — тесе эпӗ пуҫа одеялпа витсе хутланса выртрӑм. — Суятӑн пуль? — иккӗленнӗ Маякин. Вӑл каласа пӗтереймерӗ, шӑпланчӗ. Вӑл хӑйне-хӑй пит те лайӑх туять, шӑл витӗр шӑхӑркаласа пырать, нӳрлӗ тинӗс сывлӑшне тарӑннӑн ҫӑтса сывлать, йӗри-тавра пӑхкалать, Гаврила ҫине куҫ хывать, ырӑ кӑмӑллӑн йӑл кула-кула илет. Сӑн-сӑпачӗ унӑн йытӑнни пек мар, эпӗ шӑхӑрса ярсассӑн, вӑл тискеррӗн тӗмӗсем хушшинелле сике пачӗ. Шурӑмпуҫ килнӗ чухне мана Федя вӑратрӗ. Хӑйне пӗр вырӑна ҫыхса лартнӑ пек пӑхса тӑнӑ вӑл. Хуп-хура. «Ашшӗне, ывӑлне…» тесе пеме хатӗрленнӗччӗ ӗнтӗ. Ами хӑйӗн ҫурисем ҫине хӑртлатса илчӗ те: «инкек, ачасем — этем ларать», терӗ пулас, ҫатӑртаттарчӗҫ вара пурте аяккалла тӗмсем урлӑ. Кил-йышра аслӑраххисен пурин те каҫсерен турӑш умне тӑрса кӗлӗ вуланине итлемелле. Анчах пӗрре ирпе хуҫа мана хӑй патне халичченхинчен иртерех чӗнтерчӗ. Палламан ҫын вут умне аллинчи япалине хучӗ те — ку вӑл хир кӑркки пулчӗ — ҫынсене тепӗр хут сывлӑх сунчӗ. Горизонта хӗвелтухӑҫ енчен камед йывӑҫҫисен вӑрманӗ хупӑрлать, ун хыҫӗнчен Годем сӑрчӗн контурӗ ҫичӗ пин те пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче мӑнаҫлӑн ҫӗкленсе ларать. Жанӑн дами — хӑпартланса тӑракан кӑкӑрлӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм пулнӑ, пуҫӗ ун икӗ айӑккинчен те лапчӑнса тӑнӑ, лутра ҫамки хыҫалалла ӳпӗннӗ, вӑрӑм сӑмси пӗтӗм сӑн-питне, темӗнле, кайӑкла тес панӑ. Унӑн ялан ҫутӑлса тӑракан шӗвӗр сӑмси ҫинче тимӗршапа шӑмминчен тунӑ куҫлӑх ларать, ҫавӑншӑн ӑна «Шӑмӑ Куҫ» теҫҫӗ. — Урӑх сӑмахсемпе каласан: Аркадий Кирсанов эпӗ ӑнланма пултараймиех ҫӳлте тӑрать, — пуҫӑма таятӑп, чарӑнатӑп. Акӑ, хайхискер, хӑйӗн ҫурӑк чӗрнеллӗ урисемпе ҫулсем тӑрӑх та, суха касси тӑрӑх та питӗ нумай такӑрласа, плуг е вӑрӑм урапа сӗтӗрсе, ҫулла та, хӗллехи сивӗсенче те Кондрат ӗҫне лайӑх туса пынӑ вӑкӑр ӳссе ҫитӗнчӗ. (Эпӗ, акӑ, сирӗн патӑрта ҫывӑрасшӑн эпӗ) — Мопsiеur, trӗs vоtоntiers — терӗ Дефорж, — vеuiller dоnnеr des orders en consӗquence. Кун ҫинчен эсӗ тата ыттисем те, шкунӑна алӑран вӗҫертекенсем каламалла! — Сывлӑх сунатпӑр, мучи! Пӑванӑн, паллах ӗнтӗ, хӑйӗн тӑшманӗсем нумай пулнӑ. Ун хыҫҫӑн тепӗр ҫавӑн чул хушӑ каярах хитре мексиканец тумне тӑхӑннӑ юланут турӑ лашапа сиккипе чуптарса пынӑ, тата хыҫалта темиҫе юланут умлӑ-хыҫлӑн пынӑ. Ҫавӑн пирки хуняшшӗ:— Тӑхлачӑ, лаша кӳлес-и? — тенине илтсен, Наталья хаваслансах кайнӑ. Унта ҫитме вуникӗ ҫухрӑм-ҫке… — Мӗнле майпа тӗрӗс-тӗкел юлнӑ-ха Микель? Карл Иваныч ахаль те питӗ телейсӗр!» Гальцинӑн пит-куҫӗ темӗнле пӗркеленсе илчӗ, вӑл, штабс-капитан картусӗ ҫине пӑхаканскер, пуҫне аяккалларах пӑрса урӑх ҫӗрелле пӑхрӗ те, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, сӑмах хушрӗ. — Чипер хӗр ҫав хӗрлӗ тутӑрли. Троекуровӗ те ун хыҫҫӑн пӗтӗм судпа пӗрле тухать. — Питӗ темлех мар. Нумайӑшсемшӗн ку нимех те пулман, пӑрӑҫланӑ лайӑх эрехрен кӑшт йӳҫӗрех пек ҫеҫ туйӑннӑ; теприсене ҫапла вӗҫӗмсӗр хӗнени йӑлӑхтарса ҫитернӗ, вӗсенчен ҫул пӗлекеннисем тата ҫул ҫинче алла ҫакланманнисем вара Запорожьене тарнӑ. Вӑл вирлӗн кӑна вӑрҫса илнӗ пулсан, авантарах пулнӑ пулӗччӗ! Манан ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупрӗ, сывлӑшӑм пӳлӗнсе килчӗ, куҫ умне вара, тӗлӗкри пекех, Марья Васильевнӑн ватӑлнӑ сӑн-сӑпачӗ тухса тӑчӗ. Куҫӗсем те унӑн путса кӗнӗ пек, тӗксӗмленнӗ пек. Ҫапах ҫак Селиванова илсен те: чи пуян улпут пулсан та, маншӑн вӑл пӗрре сурмалӑх та таптамалӑх ҫеҫ. Памаллаччӗ те сирӗн мана, эп каланӑ пек, хӑвӑрӑн ҫӑм миххисене — каялла каймаллаччӗ, эпӗ вара сире, хисепленӗрен юрӗ тесе, ҫуршар тенкӗ хаклӑрах пама та хирӗҫ пулман пулӑттӑм… — Пирӗн кунта хушамат чысӗпе сут тумаҫҫӗ, — мӑнкӑмӑллӑн ответлерӗ те герцог, малалла каймалли ҫинчен пӗлтерсе, аллине ҫӑмӑллӑн хускатрӗ. Ун ҫинче саран куртка, чӗркуҫҫи таран ҫитекен вӑрӑм кунчаллӑ атӑ, хулпуҫҫи урлӑ ягдташ ҫакса янӑ, ури вӗҫӗнче икӗ кӗпҫеллӗ хаклӑ тӑракан Лебель пӑшалӗ выртать. Эпӗ унӑн ирӗкӗнчине, вӑл мана мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума пултарниие каласа патӑм ӑна. Вӗреннӗ йытӑсем кӑна ҫакӑн пек кайри урисем ҫинче ташлаҫҫӗ. — Ну, Риварес, вӑл киличчен эмел ӗҫӗр-ха, — терӗ Галли, ун патне стакан тытса пырса. Ҫук, вӑл вырӑс пулма пултараймасть. Вӑл таса мар хӳшше, хӑй унта пулнӑ пекех, уҫҫӑн курчӗ, унпа пӗрле вӑл кӗмӗл рудникӗсенче, кофе плантацийӗсенче, куҫса ҫӳрекен тискер циркра асапланнӑ пек туйӑнчӗ… Куҫса ҫӳрекен цирк… Ун ҫинчен асӑнас марччӗ. Ӑна асӑнсан ӑс-тӑна ҫухатма пулать вӗт! Ромашовӑн питех те Шурочкӑпа пӗрле каяс килетчӗ, анчах Михин ӑна яланах килӗшнӗ, ҫитменнине, ҫак чипер кӑна ачан тап-таса та ҫап-ҫутӑ куҫӗсем ун ҫинелле йӑлӑнса, тархасласа пӑхаҫҫӗ, ҫаплах татах Ромашов чунӗ ҫав минутра пӗтӗмпех пысӑк та савӑнӑҫлӑ туйӑмпа тулса ларнӑччӗ, — вӑл ӑна хирӗҫлеймерӗ, килӗшрӗ. Пушар! Ординатор сӑмахӗсене итлемесӗрех, Василий Васильевич одеяла ҫӗклесе пӑхрӗ. — Генри килтен тухса кайнӑ, ҫитменнине тата ҫӗрле. Хӑрушлӑх ӳссе пынӑ, ҫынсем ним тума аптранӑ. Хӑраса ӳкнипе шурса кайнӑ ҫынсем чӑнкӑ ҫыран хӗрринче ним тума пӗлмесӗр пушар ҫине пӑхса тӑнӑ. — Ай-вай, тӗлӗнмелле япала, ҫавнашкал аван ҫынсем килчӗҫ те кӗчӗҫ! Ҫав пилеш кайӑкӗ Воропаева питӗ хӑвӑрт хӑнӑхса ҫитрӗ, ун аллинчи ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене вӑрлама та именми пулчӗ. Пӗр эпӗ ҫеҫ мар, ӑна пӗтӗм экспедици ылханать. Кӳлсе пӗтернӗпе пӗрех пулсан, тилкепе хумалли кӑна юлсан, Миките кухарка, упӑшкине сарая улӑм патне тата кӗлете ҫуна ҫитти илме янӑ. Вырнаҫуллӑ сӑмахсем шыраса, вӑл яланхи пек мар, майӗпен калама пуҫларӗ: — Эсӗ, сӑмах ҫаптарма юратакан юлташ, ӗҫ тума килнӗ-и? — Ҫакса вӗлерчӗҫ-и? — терӗ те вӑл тепӗр хут, ҫаплах-ха ҫаврӑнса пӑхса, унтан вара сасартӑк чунӗ ыратнипе ҫав тери хытӑ ҫухӑрса, кӑшкӑрса ячӗ: — Ӑна ҫакса вӗлерчӗҫ вӗт, ҫакса вӗлерчӗҫ! Эп йӑмӑкпа ҫывӑракан пӳлӗме илсе кӗртет вӑл тӳп-тӳрех. Тепӗр чухне вӑл Киевӑн авалхи пайӗнчи аристократсем пурӑнакан урамсене те пырса кӗнӗ; кунта малоросс дворянӗсемпе поляк дворянӗсен самаях чаплӑ ҫурчӗсем йӑтӑнса ларнӑ. Ваҫили Андрейч те ӑна темиҫе хут хӑваласа янӑ, анчах кайран каяллах илнӗ, — тӳрӗшӗн, выльӑха юратнӑшӑн тата, пуринчен ытла, йӳнӗшӗн хакла хунӑ. Чи малтанах ӑна: куҫа шартарса яракан шурӑ платьепе сафьян чувяк тӑхӑннӑ хӗвелпе пиҫнӗ урасем, унтан арҫын ачалла касса янӑ пуҫ, икӗ пысӑк куҫ, икӗ ӗрет шӑшинни пек ҫивӗч шӑлсем курӑнса кайрӗҫ. Мӗншӗн-ха эпӗ Катя хама халичченех асӑнса пурнать тесе шутланӑ-ши? Малта хумсем ҫийӗн хытӑ туртса карӑнтарнӑ виҫӗ кливерлӑ вӗҫлеке бушпирт виҫӗ тан мар ҫунат пек тӑратӑнса пырать. — Ӑнланаймастӑп сире, Паганель, — терӗ Гленарван. — Вӑт ку ҫӗнӗ япала!.. Хӑвна валли ҫурт туса лӑртӑттӑн, — ну, ҫурт тума ку укҫа, ҫавах та, сахалтарах ҫав… Салтаксем ӑна, ман плащпа курнӑ та, эпӗ тесе кӑларса янӑ. Ҫав самантрах халӑх хушшинчен Савельич тухса, Пугачева хут тыттарнине курах кайрӑм. Вӑл айӑплӑ мар-и е айӑплӑ-и, анчах ҫав вӑхӑтра вӑл ман хӳтлӗхре тӑрӗ. Митя, пӗр ҫирӗм сакӑр ҫулти, ҫӳллӗ те яштака, кӑтра ҫӳҫлӗ ҫамрӑк, пӳлӗме кӗчӗ. Капитан суранӗсем питӗ асаплӑ пулнӑ, анчах хӑрушӑ мар. Ҫыранра, сӑмсахран анатарах, хуларан виҫӗ мильӑра, пысӑк пӑрахут ларать; икӗ сехете яхӑн тиенет ӗнтӗ вӑл. — Пӗртте ӳпкелеместӗп эпӗ сире, нимӗн чухлӗ те! Макҫӑм ним шӳтлемесӗр, чунтанах хавхаланса калать. Тата Шарлотта мисс пур (ҫирӗм пилӗк ҫулсенче), йӑрӑс пӳллӗ, мӑнаҫлӑ, сапӑр хӗр, анчах ҫиллентермесен, калама ҫук ырӑ вӑл. Сирпӗтсе шӑтарнӑ аялти хутра авӑнчӑк маччаллӑ ҫаврашка пӳлӗм пулнӑ, маччи пӳлӗм варрине лартнӑ пысӑк юпа ҫинче тытӑнса тӑнӑ. Джо индеец аллине ҫӗҫӗ ҫине хучӗ, пӗр минут хушши шухӑшласа тӑчӗ те унтан пусма патнелле утма пуҫларӗ. Мӗнле телейсӗр те турӑ кӳрентернӗ ҫынсем пулатпӑр-ха эпир ҫакӑн хыҫҫӑн? — Ай-яй-я-а! — Эсир епле-ха вара?.. — «Дриада». — Вӑл та пӗрремӗш разрядлӑ фрегат. Унта вунсакӑр дюймлӑ хӗрӗх тупӑ. Кун хыҫҫӑн ӑна наҫилкке ҫине хунӑ та алтарьтен илсе кайнӑ. Кораблев, паллах ӗнтӗ, вӗсем ҫине кӳренӗ те тухса кайӗ. Хам ӗҫ ҫинчен эпӗ сире ним те ҫырмастӑп, мӗншӗн тесен вӑл ӗҫ Сире мӗнле интереслентернине эпӗ халӗ пӗлместӗп, ҫапах та мӗнпе те пулин Сирӗн умра питӗ мухтанас килет. — Аха, эсӗ епле!.. — терӗ Гаврила юлашкинчен, йӑл кула-кула илсе. — Эпӗ, сирӗн благороди! — хӑранӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ Гайнан. Ҫакна курнӑ Огнянов чӗтресе илчӗ. «Тарӑн вираж» тӑваятӑр-и? Унта юн талпӑнса кӗрет те ӑна чӗтрентерет. — Вӗсем таркӑнсем ҫеҫ! — терӗ Паганель. — А эпӗ сыльнӑйсем ҫинчен каларӑм. Ку паллӑ кун пулса юлчӗ. Кам астӑвать? Анчах Куприяновна пӗр калаҫма тытӑнсан чарӑнаймасть вара, ҫавӑнпа та вӑл ҫаплах пакӑлтатрӗ: — Эсӗ те, Давыдов, шуйттан илесшӗ, аван, ҫын кайма пуҫтарӑнни ҫинчен систермелле пулнӑ санӑн мана. Мирон, хӑйӗн тутисем ҫинчи кулла ҫулласа илсе, пуринчен те ытларах йывӑр, лайӑх мар кунсенче паллӑ пулакан Яковлев тухтӑра каласа ларчӗ: — Анчах та эпир «Князь Серебряный» кӗнекери Митька пек пурте пӗр харӑс хӑпарса выртса пуссассӑн… «Сталин юлташ сывӑ пултӑр!» Нимӗҫсем валли-и? Тӗпчес ӗҫе малалла пуҫласа яма ыйтакан сасӑсем илтӗнсе каяҫҫӗ. — Кам вӑл? Российӑна жидсене памастпӑр! Сан пирки те, Куҫма, аван мар сӑмахсем ҫӳреҫҫӗ… Йывӑр положение кӗртсе ӳкертӗн эсӗ пире, — терӗ вӑл, Воропаев хӑйӗн калавне пӗтерсен. Кирек мӗн ҫинчен те вӗсем малтан унпа канашласа пӑхатчӗҫ, вӑл канаш панисене тимлӗн итлетчӗҫ, ӑна хайсем хисепленине палӑртатчӗҫ. Ӑҫта вара вӑл? Фельдъегер тата, сторож вырӑнӗнче ӗҫлекен инвалид, унччен алӑк патӗнче хулпуҫҫи ҫинче нашивкӑсем ҫӗленӗ вараланчӑк кӗпине хыпашласа тӑнӑскер, тӗлӗннипе ҫӑварне карса пӑрахрӗ тата ӑнсӑртран такам урине таптаса илчӗ. — Широтан вӑтӑр ҫиччӗмӗш градусӗ ҫинче-и? — тесе ыйтрӗ Джон Мангльс. Эпӗ кӗнекене силлерӗм те, ун ӑшӗнчен пӗчӗк хут татӑкӗ тухса ӳкрӗ, ун ҫине кӑранташпа: «Икӗ сехет ҫурӑра», — тесе ҫырнӑ. Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, кил хуҫи! Пирӗн вӑхӑтра та-ха карап капитанӗсен, уйрӑмах паруслӑ карап капитанӗсен, календарӗ пур: радио аван япала, анчах сасартӑк вӑл пӑсӑлсан? — Ку путсӗрсен, паллах, Уэлдон мистера та мӗнле те пулин серепене илӗртсе кӗмелли май тупатчӗҫ. — Ҫу-ук!.. — Кам, кам? — тесе ыйтрӗ пӗр ҫирӗм сасӑ. Вӑл ҫатан ҫумне юпа пек кайса ӳкрӗ. Ку жид эпир пӗлекен Янкель пулчӗ. Сирӗн пурнӑҫ епле? — Ан ятлаҫ, асту, илтӗ те вӑл, — терӗ Илюш. Бей онбашие чӗнтерчӗ. Акӑ вӑл ҫитти уҫӑлма пуҫланине курчӗ. Старик, ӑна сирсе пӑрахма тӑрӑшса, аллисене хускаткалать. Ыран пуринне те малти урисене тепӗр хут таканлатпӑр. — Тух, — хушнӑ Соломон. Тӗрӗс, вӑл та планета. — Апла пулсан, Лантенака тытсан, эсӗ ӑна та хӗрхенетӗн-и? Ӑна хӑй тахҫанах манса кайнӑ тӗлӗнмелле портретӑн чӗрӗ куҫӗсем курӑнма тытӑнчӗҫ, ун пек чухне вӑл тата ытларах урчӗ. Лашин мӑйӗ ҫумнех ӳпӗнсе, Корчагин вӗҫтерсе пырать. Юнашар, ҫинҫе ураллӑ тимӗр-кӑвак лаша ҫинче, — Топтало. — Гокинс, эпӗ сана пӗтӗмпех шанатӑп, — хушса хучӗ сквайр. Тӗттӗмре пӗр-пӗрне вӗлерекен ҫынсен тискер ҫапӑҫӑвӗ, пӑшалсем тӑрӑлтатни, хаяррӑн кӑшкӑрашни — ҫак шав пӗтӗмпех ҫӳллӗ мачча айӗнче, хулӑн стенасем хушшинче ҫухалать; сасӑсем сывлӑш ҫителӗксӗррипе шӑпланаҫҫӗ. — Мӗн ара? Йӗрекенсен шучӗ ӳссех пычӗ, графиня хӑй упӑшки патне ҫыру ҫырнӑ чух хӑш-пӗр арҫынсен те куҫҫуль туха пуҫларӗ. Икӗ хурӑн хушшине вӗсем урлӑ кашта хунӑ-мӗн. — Эпӗ ӗненетӗп! Каярахпа ҫӑлтӑрсен каталогне Ши Шена пачах пӑхӑнмасӑр, хӑй тӗллӗн, авалхи грексен астрономӗ Гиппарх тунӑ. Ӑҫта кайма пултарнӑ вара Марийка? Маякин икӗ хутлӑ пысӑк ҫуртра пурӑннӑ. Эпӗ ҫитес сӑмсахран иртсе каяс ҫуккине ҫирӗппӗнех шантӑм. Щукарь мучи, тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпе манса кайсах, вӗсем ҫине пӑхса тӑрать. Унтан Цветаев аран-аран сӑмах хушрӗ: — Юрататӑп. Вӑхӑтлӑха эпир вӗсене ҫакӑнтах хӑварӑпӑр. Бенито! Правлени ҫурчӗ умӗнче галунсемпе эрешсемсӗр, анчах сумлӑ кӑвак та хура сӑхмансем тӑхӑннӑ стариксем: пӗрисем лараҫҫӗ, теприсем тӑраҫҫӗ. Шубин пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ. — Вӑл ту ҫинче, — хушса хучӗ Колчо. Тен, эсӗ кӑлӑхах хӑраса ӳкнӗ? Тӑватӑ Мавр памятникӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне, тепӗр енчи кивӗ ҫуртран темӗнле ҫын тухрӗ. Вӑл кӗпер патне ҫывхарса пырать. Ну, ман хыҫҫӑн каласа пыр-ха… — Эх, савнӑ ҫыннӑм! — терӗ хӗрарӑм, кӑмӑллӑн пуҫне сулкаласа. Хӑнасене ӑсатса ярсан, Разметнов сӗтел ҫине чавсаланса, пит шӑммине алпа тӗрелесе, нумайччен ларчӗ. Эпӗ мӗн чухлӗ ыйтсан та, вӑл мана урӑх нимӗн те каламарӗ, сӗтел лартса пама хушрӗ, тата тем ҫыркаларӗ, хӑй умӗнчех ҫыруне чиксе ҫыпӑҫтарса хӑвӑрт яма хушрӗ. Капла та лайӑх. Ҫавӑн пек ҫӗртен ҫеҫ ҫӗмӗрсе кӗреҫҫӗ те вӗсем, паллӑ ӗнтӗ, Лозневоя пырса ҫапаҫҫӗ ак вӗсем!» — Эсир кая юлтӑр, капитан, — терӗ мана кадрсен пайӗн начальникӗ, чипер кӑмӑллӑ ҫынах хӑй, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, усӑнса тӑракан мӑйӑхне авал Севастополе хӳтӗлекен матроссенни пек кастарнӑ. «Ҫук, этем юнне тупса памасӑр ылтӑн курасси ҫинчен ан та шухӑшла терӗ те асамҫӑ Петро патне пӗр ултӑ ҫулхи ача ҫавӑтса пычӗ. Ачине шурӑ пӗркенчӗкпе витнӗ. Асамҫи, аллипе кӑтарткаласа, ача пуҫне касса татма хушать. — Пӗтерчӗ сан ывӑлу пирӗн Гришӑна! — терӗ ӑна хуллен хӑйпе юнашар ларакан хӗрарӑм. Малтан эпӗ нимӗн те курма пултараймарӑм, манӑн куҫӑмсем нумайччен ҫутӑ курмасӑр ҫӳренине ҫавӑнтах хупӑнса лараҫҫӗ. Кусене — шухӑшласа кӑларнӑ, пӗтӗмпех шухӑшласа кӑларнӑ, пӗтӗм пурӑнӑҫа шухӑшласа кӑларнӑ, анчах та — мана улталаймӑн! Вӑрҫӑри ҫӗнтерӳсен мухтавне пайлас тӗлӗшпе акӑлчансемпе американецсем хушшинче темиҫе хутчен тытӑҫу пулса иртиччен акӑлчан чӗлхине пӗлекен ҫынсем кирли сисӗнсех каймастчӗ. Ҫӗр ҫӑтасшӗ! Ҫав тутӑр татӑккисем ӗнтӗ ӑна пӗтӗм костюм-пиншак, жилет тата брюки ҫӗлесе памалӑх та ҫитетчӗҫ пулӗ. Турӑшӑн та яр!.. Хӑй мӗн кӑшкӑрнине хӑй те пӗлмесӗр, тискеррӗн кӑшкӑрса ярса, вӑл тепӗр бутылка ярса илчӗ те, ҫаврӑнса тӑрса, танк ҫинелле ывӑтса ячӗ, — бутылка чӑнкӑр! туса башня ҫумӗнче ванса саланса кайрӗ те сарӑ шӗвекӗ вара, сӗрен кӗперри пек йӑлтӑртатса, броня тӑрӑх юхса анчӗ. Ҫак ҫын Паганель пулчӗ. Аялта пӗтӗм лагерь шӑпланчӗ: пурте малалла мӗн пуласса кӗтсе тӑчӗҫ. Эпир килнӗренпе Епифановсем пирӗн патӑмӑрта икӗ хут пулчӗҫ, эпир вӗсем патне пӗр хут кайса килтӗмӗр. Тен, ҫапах та Мускава кайӑпӑр, э?.. — Урӑх мӗн? — терӗ тепӗр хут юптарса Базаров. Козельцов ҫак пӳлӗмри ҫынсем хушшинче пӗр палланӑ ҫынна та курмарӗ; анчах вӑл вӗсем мӗн-мӗн калаҫнине интересленсе итлеме тытӑнчӗ. Дик Сэнд, кимӗ хӳрине пырса хыҫал енне ҫаврӑнса, уйӑх ҫутатнӑ шыва тинкерме тытӑнчӗ. Дик лӑпланнине кура Уэлдон миссис каллех ҫулҫӳрев чиперех вӗҫленессе ӗненчӗ. — Ҫук… Хӗрарӑм хӑйне ачашланипе пурӑнать, нӳрӗ ҫӗрте кӑмпа ӳснӗ пекех. Пӗтӗмпе те пилӗк-ултӑ ҫын кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсен шутӗнче ак Кандов пур, окопсенче юлнисем пӗр чарӑнмасӑр переҫҫӗ пулсан та, пӑлхавҫӑсем сисӗнмелле вӑйсӑрланчӗҫ. Кайӑк шӑммисем анчах, вӗсене никам та кӑшламан тата вӗсен мимине кӑларса илмен пулсан, лайӑх. Ҫапла пӗр виҫӗ минут иртрӗ. Куратӑн, ҫанталӑк кунта мӗнле пулса кайрӗ, а эпир вӗҫтерӗпӗр, хула курӑпӑр. Хӑйӗн сӑнавӗсем ҫинчен Гленарванпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Джон Мангльс карапа ҫӑлас тӗлӗшпе тумалли ӗҫсене ырана хӑварма хушрӗ. Ҫакна пула ӗнтӗ кунта нервӑсем те, нумай вӗренни те, тӳпере вӗҫсе ҫӳрени те — пурте эпир ӑнланас япала мар. Хама мӗн каланине итленӗ май, манӑн питӗм ҫине илемле, телейлӗ тата хампа хам кӑмӑллине палӑртакан тӑрлавсӑртарах кулӑ ирӗксӗртенех чечекленсе тухнине туйрӑм, кунсӑр пуҫне ҫакнашкал кулӑ хам кампа калаҫатӑп, ҫавсен пичӗсем ҫинче пуррине асӑрхарӑм. Юлашкиичен, хӗрача парӑнчӗ те хӑймасӑртарах шӑппӑн:— Пӑхтарӑр-ха! — терӗ. — Пӗлетӗн-и, эпӗ ҫавӑн пек чаплӑ компанире пулма хӑнӑхман. Хӑйне япӑх ҫутатнӑ калама ҫук пысӑк пӳлӗм курӑннӑ пек туйӑннӑ ӑна, унта хӑрушла пысӑк япаласем туллиех пулнӑ; пӳлӗмӗн икӗ енӗпе те тӑсӑлакан пӳлмексем тата решёткӑсем хыҫӗнчен хӑрушла тискер сӑн-пуҫсем: лаша пичӗсем, мӑйракаллӑ, вӑрӑм хӑлхаллӑ питсем тата пӗр темӗнле шыҫмак, калама ҫук тискер пит пӑха-пӑха илнӗ. Шыҫмак питӗн сӑмси вырӑнӗнче хӳре пулнӑ тата хышласа тасатнӑ икӗ вӑрӑм шӑмӑ ҫӑварӗнчен тухса тӑнӑ. Эпӗ хӗрарӑмсене пӗлместӗмччӗ-ха, анчах, хам йышши ытти ачасем пекех, айӑпсӑр марччӗ: ытти ачасене пула эпӗ аскӑнланса пӑсӑлнӑранпа ҫулталӑк иртнӗччӗ ӗнтӗ, хӗрарӑм, мӗнле те пулин хӗрарӑм мар, кирек мӗнле хӗрарӑм та, вӑл, илӗртӳллӗн курӑнакан темле япала, хӗрарӑмӑн ҫара ӳчӗ, мана асаплантаратчӗ. Нихӑҫан та вӑл ун пек карап ҫинчен илтмен. Ҫав тухтӑр патне кайса пирӗн ултавҫӑсем ҫинчен каласа памалла мар-ши? Вунпиллӗкмӗш ӗмӗр пӗтнӗ ҫӗре пӗтӗм ӑслӑ пуҫсем пӗр япала ҫинче чарӑннӑ: Азипе сутӑ тӑвассине ҫӑмӑллатас, Хӗвелтухӑҫнелле кайма ҫӗнӗ ҫул тупас, тенӗ, — пӗр сӑмахпа каласан, «пулли кӗрекеллӗ ҫӗршыва» — Индине кайма чи кӗске ҫул шыраса тупмашкӑн тӑрӑшнӑ. Мана пӗр паллакан фельдшер каларӗ: ҫав тӑвар ҫынна юрамасть, терӗ… ҫемҫешкелентерет, терӗ… Тинӗс тӑварӗ вӗт вӑл… Каллех хамӑр пӑр кӑнтӑралла хӑвӑрт юхнинчен тӗлӗнме тӳрӗ килет. Ӑна хӑйне ку чӑнах та ҫаплах пулнӑн туйӑнчӗ. «Халӗ ӗнтӗ ямшӑк ларчӑк ҫинче, хуҫи хыҫалта, ҫемҫе вырӑн ҫинче ярӑнса пыма, патша чухнехи вӑхӑт мар. Мӗн пӗлет-ха Дик хӑйне сутӑнчӑклӑх илсе ҫитернӗ ҫак ҫӗршыв ҫинчен? — Эпӗ сӑмавар илсе кӗртем-и? — янӑравлӑ сасӑпа ыйтрӗ вӑл. Эх, ылханлӑ япала! — Эпӗ ку пирӗн юлашки курӑнӑҫу мар-ха тесе шутлатӑп, — терӗ Анна Сергеевна ирӗксӗрех хусканса. Вӑл кӗпине ҫӑм лапчашки пек арпашӑнса пӗтнӗ пӗчӗк сухалӗ таранах тавӑрса уҫса хунӑ, шупка ӳтлӗ ырханкка хырӑмӗ ҫине пӗр ултӑ литра яхӑн кӗрекен тӑм чӳлмек ӳпӗнтернӗ, чӳлмеккин ҫӳхе хӗррисем ун хырӑмне кассах кӗрсе ларнӑ. Хуҫа арӑмӗ ӗҫсем пирки тухса кайнӑ пулмалла та мана пӗчченех пӑрахса хӑварнӑ. Апла пулсан, ҫак пушӑ хиртен те пушӑрах вырӑнсем мӗнле курӑнса выртаҫҫӗ-ши? Акӑ мӗнле намӑс кӑтартать мана ылханлӑ Трофим! — Художниксем пурте унашкал. Тата ҫапла та каланӑ: ҫӗрле, ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехет тӗлнелле, пӗр ҫын килелле таврӑннӑ чухне Поттер тӗлне ҫитсе тухнӑ, тет. Поттер шыв юхса выртнӑ ҫӗрте ҫӑвӑнса тӑнӑ, тет. Ҫав сынна курсан, вӑл ҫавӑнтах таҫталла кайса ҫухалнӑ, тет, — ку ӗнтӗ ахальтенех мар пулӗ темелле. Ҫитменнине тата, ҫӑвӑнса хӑтланни те унӑн йӑли таврашӗ пулман. Эпӗ пӗтӗмлетме юрататӑп. Вӑл кӗнӗ чухне Аркадий ҫырмалли сӗтел умӗнче аллине кӗнеке тытса, тӳмисене ҫӳле ҫитичченех тӳмеленӗ сюртукпа ларнӑ. Японире вӑл струльдбругсем ҫинчен каласа панӑ, анчах вӑл каланине унта ӗненесшӗн те пулман. Мундирсене хыврӑмӑр та, пӗр камзолсем вӗҫҫӗн ҫеҫ юлса, хӗҫсене йӗннисенчен кӑларса алла илтӗмӗр. — Майор хӑй ун пек шутлать те, апла пулсан, иккӗленсе тӑмалли ҫук. Санин хӑлхи хыҫне хыҫса илчӗ. Халӗ Алексей вӗсен сӑмахӗсене те лайӑхах илтрӗ: — Пӑх-ха эс ӑна, Мончаловскинчен, тет… тен, чӑнах та пуль… Кала мӗн пӗлнине! Курни-илтнипе вӑл ӑнран кайнӑпа пӗрех пулчӗ. Ун умӗнче упа вилли выртать; виле патӗнчех ӑна вӗлерекен Дефорж, нимӗн пулман пекех тӳлеккӗн тӑрса, хӗрпе калаҫать. — Йӑнӑшпа пӗр таса мар тырӑллӑ миххе ҫаклатса килтӗм пулмалла. Мӗнле сӑлтав пулнӑ-ши шуйттанӑн ҫавӑн пек законсӑр ӗҫ тума? — Унзер — мӗнлерех кулӑшла сӑмах… Эсӗ тата, Лукич, кушаксене юрататӑн-и? Ытла ывӑннӑ пулсан та, тӗрлӗ шухӑшсем мана ҫывӑрма памарӗҫ. Ҫамрӑк чухне эпӗ тӗрлӗ ҫулҫӳревҫӗсем ҫырнӑ кӗнекесем нумай киленсе вуларӑм. Капитан ҫыран ҫывӑхнерех пырса икӗ ҫын хӑйсем асап курни ҫинчен пӗлтерсе тӑнине курнӑ. Ҫакна хирӗҫ эпӗ ӑна пирӗн ҫӗршывра лашасене виҫӗ ҫултан пуҫласах хӑйсен ӗҫӗсене тума вӗрентсе хӑнӑхтарни ҫинчен, итлеменнисене пӗрре те шеллемесӗр хытӑ хӗртсе хӗн тӳстернисем ҫинчен, хӑйсен ӗҫне лайӑх туса хуҫисенчен парне илмешкӗн тивӗҫлӗ пулма, ҫак хушӑрах хӑйсене хӗнессинчен ҫӑлӑнма вӗрентни ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса патӑм. Эпӗ унта мӗнле кӗмеллине те, мӗнле ҫаврӑнса тухмаллине те пӗлетӗп. Хӗрӗн вылясси те туйччен ҫеҫ. — Вӗсем Бетховенӑн Крейцер сонатине каларӗҫ. Деренковсен хуҫалӑхне скопец килхуҫипе пурӑнакан ҫӳллӗ те типшӗм, йывӑҫран тунӑ пукане пичӗ пек питлӗ, хаяр монахинӗн пек ҫилленчӗк куҫлӑ хӗрарӑм тытса пынӑ. — Давыдов катӑк шӑллӑ тутине ҫилӗллӗн йӗрсе хучӗ, вара Яков Лукич йӑпӑр-япӑрах арча умне пӗшкӗнчӗ. Э-э, унӑн преподобийӗ те ура ҫинче иккен — епле пит ир тӑнӑ! Пурте кулса ячӗҫ. Пӗлетпӗр эпир ун пек «простой ҫынсене!» — сас пачӗ хӑйӗн койки ҫинче выртакан Кукушкин, питне чалӑштарса кулса. «Килелле таврӑнар мар-и? — терӗм эпӗ. — Ан пӑшӑрханӑр, капитан, — терӗ врач, ман ҫине куҫ айӗн ҫеҫ пӑхса, резина трубкине хӑйӗн ҫӑмлӑ пысӑк хӑлхи шӑтӑкӗсене чиксе. Пӗр ҫил-тӑманлӑ каҫхине Алексей темӗнле ҫапӑҫу шавне илтнӗ пек пулнӑччӗ. Вӗсем халь пыракан шыв ҫурҫӗрелле юхать, вӑл Конгӑна юхса кӗрет пуль тесе шутламалла. Ҫӗр мечӗк евӗрлӗ ҫаврака иккенне шкулта вӗренекен кашни ачах пӗлет. Ӗлӗк ун пек марччӗ! — Курӑнмасть-и? — тепӗр хут ыйтрӗ улпут. Малтанах эпӗ пӑшӑрханса ӳкнӗччӗ, унтан савӑнса кайрӑм. Хӑй хӑш еннелле кайнине те пӑхми пулчӗ, унӑн мӗнпур шухӑшӗ те тӳрем вырӑнпа пырасси ҫеҫ. Вӑл хамӑрӑн иккӗн выртмалли вырӑн ҫинче, ман вырӑн ҫинчех — ун патне пырса ҫӳреме майлӑрахчӗ — чӗркуҫҫийӗсене ҫӳлелле туса выртать. Аннепе иксӗмӗр ӑна пӳрте ҫӗклесе кӗтӗмӗр. Алӑк уҫӑлчӗ те, кабинета пӗр вӑтӑр икӗ ҫулсене ҫитнӗ хӳхӗм ҫын кӗчӗ. Ларать тунсӑхласа, сана курасшӑн ҫунать. — Охо, ку ӗнтӗ паллах, хӑйне кура пӗр пысӑк уйрӑмлӑх ку, — терӗ Гленарван. Тинӗсе ҫывӑх пулнипе, хулан ку пайӗ айлӑмра выртнипе урамри шыв кӳленчӗкӗсем нихҫан та типмеҫҫӗ, пур енче те хуралтӑсем ларакан пӗчӗк те тӑвӑр площадьсем вара яланах пылчӑкпа ҫӑрӑлакан пӗвесене аса илтереҫҫӗ. — Ох, Плутон сире мӗн калани вӑл пурте тӗрӗс. Хӑвӑра алӑк патӗнчех чарса тӑратма пӑхакан сисӗм-туйӑмӑра ан ӗненӗр, — аван мар сисӗм-туйӑм вӑл, — тӳрех малалла иртӗр, эпӗ асапланакан ҫынсене курма ҫеҫ килнӗ вӗт-ха тесе, именсе ан тӑрӑр, вӗсем патне пырса калаҫма ан именӗр: телейсӗр ҫынсем хӑйсене хӗрхенекен ҫын сӑнне курма юратаҫҫӗ, хӑйсем мӗн тери асап курни ҫинчен каласа пама, хӑйсене шеллесе, юратса каланӑ сӑмахсене итлеме юратаҫҫӗ. Тӗрӗк кӑшкӑрма та ӗлкӗреймерӗ, урайне тӗшӗрӗлсе ӳкрӗ. — Патша, каҫар мана, ан хӑратсам мана хӑв ҫиллӳпе, кама та пулин урӑххине хушсамччӗ куна тумашкӑн. Вӑхӑт нумай ӗнтӗ. Ну-ка, пар кунта тилхепӳне! Хохол чӗнмесӗр тӑчӗ те куҫне хӗссе:— Сан сӑмаху тӗрӗс пулас пулсан — пӗтӗм Россия кулса вилмелле… — терӗ. Морис малаллах вӗҫтерсе пынӑ. Эпир, ӗмӗр ирӗлмен юр выртакан вырӑнтан кайса, ӗмӗр ешерсе ларакан ҫӗршыва килсе тухрӑмӑр, пӑрлӑ вырӑнсенчи тӗтресене хӑварса, казак куҫкӗски пек пӗлӗтлӗ Сицилире пултӑмӑр! Итленӗ хушӑра казак пит-куҫне пӑркалать, унтан, хӗрарӑм куҫӗ йышши куҫсемпе намӑссӑрла кулса, ӗҫнипе ҫӗтсерех ларнӑ кӑмӑллӑ сассипе калать: — Эх Ива-ан Ларионыч, атте, — ман ӗҫ мар вӑл. — Сирӗн унта, ӑвӑс ращи хыҫӗнче, пӗр пӗчӗк лачака пур. Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫӑлтӑр ушкӑнӗн темиҫе ҫутӑ ҫӑлтӑр тата нумай пӗчӗк ҫӑлтӑрсем пур тейӗпӗр. Эпир иккӗнех ларса юлтӑмӑр. Иксӗмӗр те чылайччен нимӗн чӗнмесӗр лартӑмӑр. Урӑх нимех те тумалли юлмасть: вӗрен пусмана шӑллӑ хӳме ҫине ывӑтатӑн та хӳме тавра чавнӑ шӑтӑка шуса анатӑн, уруна хуҫатӑн, мӗншӗн тесен пусми кӗске, — ҫӗре вуникӗ фут ҫитеймест — унта сана лашасемпе кӗтсе тӑраҫҫӗ ӗнтӗ, шанчӑклӑ вассалусем, сана йӑтса илсе йӗнер урлӑ вырттараҫҫӗ те тӑван Лангедокна е Наваррӑна е ӑҫта та пулин урӑх ҫӗре илсе каяҫҫӗ. Дубровский вӑл вӑхӑтра вырӑн ҫинче выртнӑ, уездри лекарь, телее, пуҫпех нимӗн те пӗлмен ҫынах мар пулнипе, унӑн юнне юхтарма, сӗлӗхсемпе шпански шӑнасем лартма ӗлкӗрнӗ; каҫалапа чирлӗ ҫын лӑш пулнӑ, унӑн ӑнӗ килсе кӗнӗ. Иккӗшӗнчен пӗри улӑп пекех пысӑк, тепри карлик пекех пӗчӗккӗ пулнӑ. Озеров пӗр шарламасӑр унӑн аллинчи автомата ярса илчӗ. Автоматне ҫӳлелле ҫӗклесе Озеров пӗтӗм хире илтӗнмелле кӑшкӑрса ячӗ. Темскер ыратнӑ чухнехи пек, пит-куҫне чалӑштарса, тискеррӗн кӑшкӑрчӗ: — Сто-о-ой! — Мӗнех вара Ольга… — Тӑхта… — ун ҫине пӑхмасӑр, хӑйӑлтатакан сасӑпа каланӑ Фома. Эпӗ ӑна чарасшӑн пултӑм. Сиксе ларӑр-ха пирӗн паталла та, мӗн ҫинчен те пулин тавлашӑпӑр кӑштах. Ирхи тутлӑ ыйха тепӗр чӗрӗк сехете те пулин тӑсас шутпа мӗн тери хутланкаласан та, чееленсен те, ҫиленсен те, Василин иккӗленӳсӗр сӑнӗ ҫине пӑхсан, вӑл сана итлес ҫуккине, тӑмасан утияла татах ҫирӗм хут та сирме хатӗррине куратӑн та, ирӗксӗрех сиксе тӑрса, картишне ҫӑвӑнма чупса тухатӑн. Унӑн юлашки ҫивиттин ҫуррийӗ урисене ҫыхсах пӗтрӗ. Чирлӗ ҫын шӑп выртман, анчах хайӗнчен ҫемҫен ыйтнисене хирӗҫ те ответлемен; ун ҫӑварӗнчен темле пӗлмелле мар сӑмахсем туха-туха кайнӑ. Вилӗм куҫран пӑхма пуҫланӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Томпа Боб графин ларакан буфет патне пыраҫҫӗ те ашшӗне пӗр стакан виски шывпа хутӑштарса параҫҫӗ, вӑл, стакана алӑра тытса, лешсем хӑйсем валли ярса иличчен кӗтсе ларать; унтан ачисем пуҫӗсене тайса: «Сирӗн сывлӑхӑршӑн, сударь! Сирӗн сывлӑхӑршӑн, сударыня!» — теҫҫӗ ваттисем, пуҫӗсене кӑшт тайса, тав тӑваҫҫӗ те, виҫҫӗшӗ те ӗҫеҫҫӗ. Унтан Бобпа Том, сахӑр ҫине пӗр кашӑк шыв, пӗрер тумлам виски е панулми эрехӗ ярса, Бакпа иксӗмӗре параҫҫӗ, эпир те ваттисен сывлӑхӗшӗн ӗҫетпӗр. Нимӗҫ майри — ах! тенӗ те, ака питӗнчен янклаттарса янӑ, лешӗ — тенкел урлӑ йӑванса кайнӑ, майра ӑна питӗнчен пушмакпа, кӗлипе ҫапнӑ! Яков Лукич чӗтрекен аллипе ҫӑрана уҫрӗ, арӑмӗпе пӗрле тахҫан хӑйӗн амӑшӗ пурӑннӑ пӳлӗме кӗчӗ. — Сана, кахала, мӗн тума вӑй кирлӗ? Ежов тарӑннӑн, шавлӑн сывласа ярса, аллине каллех бутылка енне тӑснӑ… Вӑл ҫапах та эпӗ сабӑсем (ҫутатакан бомбӑсем) илни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпир палуба ҫине васкаса тухрӑмӑр. Пӗр минут чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — Корольсене вӗлерӗр, дворянсене вӗлерӗр, священниксене вӗлерӗр, кивӗ законсене, кивӗ йӑласене пӗтерӗр, ватӑр, ура айне туса таптӑр; престолсене тӳнтерӗр, алтарьсене мӑшкӑла кӑларӑр, турра пӗтерӗр тата ишӗлчӗксем ҫинче ташлӑр — ку сирӗн ӗҫӗр. Кулаксене килӗсенчен кӑларса яма каякансем икӗ ушкӑна пайланма шутларӗҫ. Кӗрхи ҫӗртме пусси эпир тухасса кӗтсе выртать, вӑхӑчӗ вара иртсе пырать, текех ухмахланса ҫӳремелле мар, ӗҫлес пулать, факт! Ӗненместӗн пулать эппин? Эпир Иван Иваныч князь пурлӑхне йышӑнса юлмалли ҫинчен эпӗ пӗрремӗш хут илтрӗм, ҫак хыпар мана шалтах тӗлӗнтерчӗ, кӑмӑла килмерӗ. — Ан пӗтер! Аманнӑ салтаксем спектакль лартнӑ чухне те ун ҫинченех. — Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ, эпӗ хам та колхоза Сталин юлташ ятне парассишӗн тӑратӑп, анчах ку ят вӑл — ответлӑ ят, — витӗмлӗн ӑнлантарса каларӗ Давыдов. Эпӗ вара ӑнлантӑм… уншӑн тав тӑватӑп. Ҫак ҫыннӑн иртнӗ ӗмӗрӗ те пулман пекех; ун ҫинчен никам та нимӗн те калаҫмасть: ревизи тӑрӑх та вӑл ята кӗрсе юлнӑ-ши? Тума пултӑн — лайӑхрах ту. Манӑн кимӗ турттарать: Хаклӑ йышши япала, Тӗттӗм каҫ унпа ишетХарсӑр яш ача». «Аха, тавах турра, ҫапкаланчӑк пирки мар иккен! — шухӑшларӗ вӑл. Унтан чей лартрӗҫ; кайран ушкӑнӗпех садра ҫӳрерӗҫ… Вӑл ӑна ӑнланаймасть. Куҫа мӗнле кӑна хытӑ пӑчӑртаса хупса ан ларт, унӑн тухатнӑ ҫути пурпӗр курӑнма пӑрахмарӗ, пӗтӗм ӳт-пӳ тӑрӑх сиввӗн сарӑлчӗ. — Йӑва ҫавӑрас! — терӗ хаваслӑ Паганель. — Йӑва? — тесе ячӗ Роберт. Хӑш-пӗр ҫӑлӗсенчи шыв питӗ те вӗри. Сывлӑша темиҫе хӗрлӗ ракета ярӑнса хӑпарчӗҫ. Андрей, пукана кӗптӗр-кептӗр тӳнтерсе ярса, Нагульнов патне ҫитсе тӑчӗ, анчах лешӗ стена ҫумне пырса ҫапӑнчӗ, пуҫне хыҫалалла каҫӑртса хучӗ, чарӑлса кайнӑ куҫӗсене ҫавӑрса пӑрахрӗ, вара мӗкӗрекен сассине тӑстарса, кӑшкӑрса ячӗ: — Касса пӑрахатӑ-ӑ-п!.. — хӑй, ҫав хушӑра хӗҫ йӗннине шыра-шыра, сулахай аллипе сывлӑша ывӑҫларӗ, сылтӑммипе куҫа курӑнман хӗҫӗ эфесне чӗтревлӗн хыпашласа, тайӑлса кайрӗ. Мунчо иккен вӑл. Вӑл тип ҫырма-варсенче ҫурхи шыва хӑш тӗлте тытса юлма май пуррине палӑртса тухрӗ. Кивӗ Мацестӑри 5-мӗш № санатори. Чул тӑвайккине касӑлса кӗрекен лаптӑкра виҫӗ хутлӑ чул ҫурт. Унтан вӑл Кораблева тепӗр хут чуптурӗ те тулнӑ кӑмӑлпа ларчӗ. Пысӑк хура куҫӗсем ун ҫине сиввӗн те кӑмӑлсӑррӑн пӑхса йӑлтӑртатрӗҫ. Вӑл пирус туртса чӗнмесӗр ларкаларӗ те, пирус вӗҫне тӗллесе пӑхкаласа хыттӑнах мар каларӗ: — Ху пӗлен ӗнтӗ! — Мӗн калаҫатӑр эсир, падре, мӗншӗн? — Мӗн унта сирӗн? — хӑрасарах ыйтрӗ Андрей. Кун пек тумпа Софьйӑн пӗвӗ лутрарах, шуранкӑ сӑнӗ тата ҫирӗпрех курӑнать. Епле пултӑр-ха тата? Пысӑк та мӑкӑрӑлчӑк кӑвак куҫӗпе пӳлӗме тӗплӗн пӑхса илсен, вӑл пӗр урине теприн ҫине хучӗ те, пукан ҫинче сулкаланса:— Мӗнле-ха, ку сирӗн хӑвӑрӑн пӳрт-и е тара илсе пурӑнатӑр-и? — тесе ыйтрӗ. Анчах тепӗр кунне, ирхине ирех, Оленин хӑй лавӗ ҫинче сулхӑн пулнипе вӑранса кайрӗ те ним шухӑшсӑрах сылтӑмалла пӑхрӗ. Инҫетре хулари ҫуртсен чӳречисем тӗксӗм хӗрлӗ куҫсем пек ыррӑн мар курӑнаҫҫӗ. Хуҫа майри — хӑй те кашни куллен ӳсӗртерехскер, ҫавӑнпа та яланах ырӑ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑскер, — пире хӑратма тӑрӑшатчӗ, кӳпчесе кайнӑ аллисемпе сӗтел ҫине шаккаса кӑшкӑратчӗ: — Каллех эсир ашкӑнатӑр-и, — шуйттансем? Мӗншӗн тата вӑл ман ывӑла вӗлернӗ ҫынна, хӑй шӑлнӗне вӗлернӗ ҫынна, мустангера хӳтӗлеме тӑчӗ? Алӑка питӗрнӗ пулнӑ. Юрать-ха вӑл ҫук» т. ыт. те. Тӑтӑшшӑн анасласа, куҫне хупса, карчӑк ыйхӑллӑ сассипе вӑраххӑн кӑна халлап калама пуҫланӑ. — Ҫапла ӗнтӗ, улпутӑм, авал пӗр ҫӗршывра, таҫти-таҫти патшалӑхра арӑмӗпе упӑшки пурӑннӑ, тет. Вӗсем питӗ те чухӑн пулнӑ, тет… — Ӑнмарӗ апла, тӑванӑм! Вӑл кровать ҫине тӑрса ларнӑ хыҫҫӑн чылайччен пӗр сӑмах та калама пултараймарӗ, унтан ҫапла сӑмах хушрӗ: — Халтан ячӗ мана ку доктор… Хӗл пулнӑ, кӳлӗсемпе пӗчӗк юханшывсем шӑнса ларнӑ, анчах ҫапах та, хушӑран пӑра касса шӑтармалла пулнӑ пулин те, ытти чухнехи пекех ачана ирсерен шыва кӗртнӗ. Лосьпа кукша марсиан палуба ҫинче юлчӗҫ. Ҫав йывӑр шӑпа вара, чӑнах та, хура пӗлӗт пекех ҫывхарса килнӗ. Ун хыҫӗнчен мӗлке куҫнипе те ҫӗр ҫӑмӑллӑн шапӑртатса тӑкӑннӑ тӑрӑх ҫеҫ йӗрлеме пулатчӗ. — Тӗрӗс… тӗрӗс… халӗ эпӗ те куратӑп, — ҫирӗплетрӗ капитан. Эпӗ мачча ҫинчен антӑм та аялалла кайма шутларӑм, анчах хӗрачасен пӳлӗмӗ патӗнчен иртнӗ чух куратӑп: алӑк уҫӑ, Мери Джейн хӑйӗн арчине уҫнӑ та япалисене унта майлаштарса хурать — Англие кайма пуҫтарӑнать иккен вӑл. Гусев апат-ҫимӗҫлӗ карҫинккана аппарата кӗртсе лартрӗ, люка таччӑн пӑрса хучӗ те карттусне ӗнси ҫине тӗртсе антарчӗ: — Аван, Мстислав Сергеевич, кунта килнӗшӗн ӳпкелешмелле мар. Тупӑннӑ кӗлтӑвакан, — сан, чиркӳре тӑнӑ чух та, шухӑш — хуплу ҫинче ҫеҫ. Ӗҫе малтан пӗтерекен ушкӑн канма тата хулана кайма пултарать. — Апла пулсан, эпир Атлантик океанӗ айӗнче ҫӳретпӗр пулать, — терӗм. Юлашкинчен, ҫакӑн пек йывӑр пурнӑҫа малалла тӳссе ирттерме ҫуккине курса, хӗрарӑм уйрӑласси ҫинчен сӑмах хускатнӑ. Гро-Ален! Унта хут татки! Тарасси ӑнӑҫлӑ пулсан, ку ӗнтӗ Пӑванӑн хӑйӗн тата ун юлташӗсен ӗҫӗ пулӗ. Вӑл пупсенчен ырлӑх кӗтесшӗн мар. — Хуҫа укҫа-тенкӗ шӳтшӗн кӑларса ывӑтма пултартӑр тесе, пиншер ҫын куллен-кун ӗҫре асапланать пулсан, — мӗн-ха тата? Анчах король вӗсем ҫине хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ те:— Господасем, вӑл укҫа ҫакӑнта пулас пулсан, эпӗ ҫав тери савӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ, — мӗншӗн тесен ҫак йывӑр ӗҫ-пуҫа тӳрӗ кӑмӑлпа, уҫҫӑн тӗпчесе пӗлессине пачах чӑрмав кӳресшӗн мар эпӗ, анчах шел, халӗ ҫав укҫа ҫук ӗнтӗ: кӑмӑлӑрсем пулсан, кирек кама та ярса тӗрӗслеттерме пултаратӑр. Польшӑра мужик пултӑм, халӗ — ҫитет, кунта улпут пулатӑп… — Ҫак самантра ун куҫӗ умне вӑрӑм та чаплӑ «национальнӑй парк» тухса тӑчӗ. Лосьпа Гусев вӑрӑм, шурӑ коридора иртрӗҫ. Хӑй ҫӳллӗ вӑл, ҫурӑмӗ пӗкӗрӗлсе тухнӑ типшӗм ҫын, сухалӗ те, мӑйӑхӗ те ҫук. Унтан, яланхи пекех, тавар хакӗсемпе суту-илӳ ҫинчен, яланхи пекех Мускавра суту-илӳ кӑҫал еплерех пыни ҫинчен калаҫрӗҫ, вара Чулхулари ярмӑнккӑ пирки сӑмах пуҫларӗҫ. Кӗлтунӑ чух суйма юрамасть — ҫакна ӑнлантӑм эпӗ. — Эх, ҫитӗ! Вӑл Огарнова ҫине пӑхрӗ те, — пурте тӗлӗнчӗҫ — Огарнова сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ, унтан, васкавлӑн сывпуллашса, пӳртрен тухрӗ. Мӗн тума вӑл суеҫтертӗр? Эсир халь аскӑнчӑка, циника, паразита… тата хӑйӗн племянникӗсене ҫаратса та нимӗнле ответ тытман ҫынна хӗнерӗр… Катя патне халех кӗрсе тухас мар-и манӑн? Тен, вӑл маншӑн ҫылӑха та кӗнӗ пулӗ? — Ӑхӑ… — Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — кӑшкӑрса ячӗ Гаррис, ҫӗр ҫине тӗшӗрӗлсе анса. Темскер кӑшласа янӑ пек ырхан та кӑштӑркка ӗнесем канавсем тӑрӑх антӑхнӑ пек выҫтаххӑн курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем халь ҫеҫ такамӑн вӗлерекен хаяр качамакӗсенчен ҫӑлӑнса тухнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑйсӑрланнӑ выльӑхсем мӗскӗннӗн курӑннипе ҫак ҫурхи илемлӗ кунрах куҫсем умне вӗҫӗмсӗр хӗлӗн хавассӑр шурӑ мӗлки — ҫил-тӑмансемпе, шатӑр сивӗсемпе, юрсемпе тухса тӑрать. Алӑксене хупса вунӑ секунд ларни мана пӗр сехетӗн туйӑнчӗ. Ун чӗри хыттӑн тапма пуҫларӗ, сӑмси ҫунаттисем сиккелеме тытӑнчӗҫ, вара вӑл хӑйӗн вӑйсӑр шӑмшакне сивӗ чӗтретнине туйрӗ, — халиччен хӑрушӑ самант ҫывхарсан ҫеҫ яланах ҫапла пулатчӗ унӑн. Тӑлӑх арӑмран ыйтрӑм, вӑл «чун пуянлӑхне» ҫеҫ кӗлтуса ыйтма пулать терӗ. Куна эпӗ хам ниепле те ӑнланаймарӑм, вӑл ӑнлантарса пачӗ вара. Умлӑ-хыҫлӑн пырса тӑрса, суд членӗсене хупӑрласа илеҫҫӗ. Калӑн ҫав, вӗсене Гленарван хӑйне ҫунтаракан чӑтӑмсӑрлӑхпа хыптарнӑ тейӗн. Ун ҫине пӗрре куҫпа пӑхсанах вӑрттӑнлӑха ӑнланса илме пултаратӑп. — Мӗн кӑшкӑрашать ҫав выльӑх? — ыйтрӗ тӗрӗк игуменран. Ӑна каялла леҫнӗ, питех те хытӑ ҫаптарса аллине кӗнеке тыттарнӑ. — Ҫыпҫӑнкалать ҫавӑн пек юрӑхсӑр этем пирӗн ҫума. «Мӗнле картина! мӗн тери пысӑк ӑсталӑхпа ӳкернӗ ӑна! — хӑй тӗллӗнех калаҫма пуҫларӗ вӑл. Ҫавӑнпа та вӑл, ытлашши ҫуне юхтарса кӑларас тесе, хӑйӗн пӗсехине хӑех сӑхса суранлатать. — Николай Иванович, — терӗм ӑна эпӗ, — ыйтса пӗлме юратчӗ-ши тепре? Ромашов сӑмах майӗпе ҫеҫ Мускавран килни пӗр уйах та ҫитмен-ха, тесе каларӗ. Ку искусствӑпа халӗ пирӗн художниксем пачах ӗҫлемеҫҫӗ тесен те юрать. — Енчен те манран килес пулсан, унашкал ҫынсене эпӗ, урнӑ йытӑсене пенӗ пекех, пере-пере пӑрахнӑ пулӑттӑм. Провожатӑй чарӑнчӗ. Сирӗн ирӗк, ҫапах та ҫак чӗрчуна унӑн айӑпӗ тӑрӑх судпа приговор йышӑниччен, ӑна йӗрке пӑсакан вырӑнне шутласа, полици аллине тытса пама тивет». Инкек курма выртрӑм эпӗ санпа юнашар… Ҫавӑнтах Чумандрин сасси илтӗнчӗ. — Енчен эпӗ сире чӑрмантаратӑп пулсан… — Ҫук, пачах чӑрмантармастӑн. Сковородников старике-и? Эпӗ — колхоз председателӗ, ку акӑ — партячейка секретарӗ. Иван Кузмич мана ятласа ҫапла каларӗ: «Эх, Петр Андреич! ҫакӑншӑн сана арӗслесе хупса лартма кирлӗччӗ те, анчах эсӗ ахаль те ӗнтӗ наказани илтӗн. Ҫавӑнпа та унӑн ӑшӗ пит вӑрканӑ. Ҫӗнӗ хыпар таврашне вӑл пит хытӑ итлесе тӑрать. Кусем — фургонсем, вӗсене кашнинех шап-шурӑ шӑналӑксемпе карса лартнӑ. — Вӑрманта салтаксем. Динго чӗрӗ пулсан, эппин, Негоро суйрӗ, вара, тен…» Ҫак самантра алӑк урати айӗнчен йытӑ ури курӑнса кайрӗ. Наянсем пурте савӑнса кайрӗҫ. Касондере халиччен курман хакпа сутакан негрсене курма халӑх кӗпӗрленчӗ. Салара пӗр Корж теекен козакӑн тарҫи пулнӑ ҫынсем ӑна Хурӑнташсӑр Петро тенӗ; ашшӗне амӑшне никам та астуманран каланӑ пуль. Вӑл ҫак ватӑ ҫынран мӗн те пулин вуламалли турӑ кӗнеки илсе килеймӗн-и тесе ыйтнӑччӗ, Мина старик ӑна псалтир илсе килсе пачӗ. — Хулпуҫҫийӗ? Сенкер тумлӑ пӗчӗк старик Ильяна пит те килӗшнӗ, кӗсле каланине тата Серафимшӑн хавхалантаракан кулӑшла сассине итлеме кӑмӑллӑ пулнӑ. Ҫапла каласса каларӑм, анчах хама вӗлермессине эпӗ пӗлсех тӑтӑм. — Апла пулсан, ананассем кирлӗ мар; тепӗр тесен, эс ан хӑра, ҫын ҫӑварӗнчи ҫӑкара туртса илме юратакансем яланах тупӑнаҫҫӗ. Анчах пуҫ ҫийӗнче халь-халь иккӗмӗш снаряд ҫурӑласса, вӑл блиндажа аркатса тӑкасса кӗтсех тӑма хӑрушӑ ҫав. Андрей часах, ытти салтаксем пекех, вӑхӑт шутне ҫухатрӗ. Артподготовка вӗсене пурне те ҫав тери вӑраха пынӑн туйӑнать. Пурин те кӑкӑрӗсенче темскер тӑвӑнса тӑрать, пурин те сывлӑшӗ пӳлӗнет. Хӑшӗ-пӗрисем ӗнтӗ хӑйсем хӑранине те лайӑххӑн туйми пула пуҫларӗҫ… Артподготовка чарӑнасса тем пек кӗтрӗҫ пулин те, вӑл хӑш самантра чарӑннине салтаксенчен пӗри те илтсе юлаймарӗ. — Калама «Айртон» теҫҫӗ, анчах хут ҫине «Бен Джойс» тесе ҫырмалла. Тепӗр ҫемйи те питӗ начар пурӑнать, лешсенчен те начартарах пулӗ тен: ҫемье пуҫӗ ӗҫлет; Анчах тӗнче историйӗ Перуштицӑна пӗлмест-ҫке. Пур ҫӗрте те вӗсене чи малтан, памасӑр тӑраймӑн… Ҫуртсене яра-яра илме тытӑнсан ак… Эй турӑ! Ман мӗскӗн ачам!.. Струльдбругсем кутӑнлашма, ятлаҫма, ӗмӗтсӗрленме, мӑнкӑмӑлланма тата ытлашши пакӑлтатма юратнисӗр пуҫне урӑх нимӗн тума та, пӗр-пӗринпе туслашса юратма та пултараймаҫҫӗ. Эпӗ те тутӑр сулма пуҫларӑм, ҫакӑ мана кӑштах лӑплантарчӗ. «Ӑнсӑртран» килсе тухман ҫак пурнӑҫ — вӗресе тӑратчӗ вӑл — ҫавӑ пур енчен те курӑнатчӗ, ҫынсем тата командующинчен пуҫласа пӗтӗм краснофлотецсене ҫитиех ҫак чурӑс чулсем хушшине ҫыпӑҫса ларнӑ пекех ҫирӗп вырнаҫнӑччӗ, вӗсем кӗрешессе те ҫӗнтерӳ пуличенех кӗрешетчӗҫ. — Кайрӑмӑр. Камӑнне илсе тухнӑ-ши? Ҫӗр варринчи температура та мӗншӗн ҫавӑн пекех пулма пултараймӗ вара? Икҫӗршер фут ҫӳллӗшне ҫӗкленекен эвкалипт йывӑҫҫисен мунчала пек хуппи пилӗк дюйм хулӑнӑшне ҫитет. Ҫак йывӑҫсене халиччен курман ҫынсем кашниех хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗҫ. — Мӗн тӑвас ӗнтӗ? — терӗ ӑна хирӗҫ Яков, урӑх сӑмах тупаймасӑр. Ун телейне пула, хӑйне ҫумӑр пусса илнӗ вырӑнтан инҫетрех мар ҫынсем шыв ӑсма пӑрахнӑ шӑтӑк-шатӑк тӑрӑллӑ пусӑ пулчӗ. Ку кулӑшла нимӗҫсен театрӗ улттӑ ҫурӑра пуҫланать. Чертокуцкий, горничнӑй хӗр хыҫҫӑн ҫывӑрмалли пӳлӗме сӗтӗрӗнкелесе ҫитсе, юр пекех шурӑ платье тӑхӑннӑ, киленсе кайсах ҫывӑракан ҫамрӑк та хитре арӑмӗ ҫумне выртрӗ. Герцог ҫиллес, пӗрмай вӗчӗрхенет, кӑмӑлӗ ҫав тери пӑсӑк унӑн. — Анна Даниловна ҫук, анчах та вӑл сирӗн пирки телефонпа каларӗ. «Курмасӑр, пирӗннисем йышлӑ унта: Ицка, Рахум, Самуйло, Хайвалох, еврей арендатор…» Бенедикт пичче фактори тулашӗнче кампа та пулин каварланса тарнӑ теме май ҫук. Вӑл каюра ҫулне ӑнсӑртран тупнӑ, вара, васканипе юлташӗсем ҫинчен шутласа илмесӗрех, вӗсем нихӑҫан та тӗнчере пулман пекех манса, тарнӑ. — Чӑнах та, манӑн нимӗн каласа памалли те ҫук, хаклӑ Максим Максимыч. Пӗлнӗ эпӗ ҫавӑн пек ачаш ҫынна… Пӗр-пӗччен… Пӗлетӗн-и эс, мӗн чухлӗ шухӑш тӗнчере? Говэн ним чӗнмесӗр тӑчӗ, вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене йӗркелерӗ пулас. Мана мӗншӗн тытса кайнине пурне те калӑр эсир, пурте пӗлччӗр. Пӗр кана пурте чӗнмесӗр ларчӗҫ. Комета планета пек мар, унӑн аяккисем тӗтреллӗ. Вӑл шанчӑка ҫухатса, пӗрре Стумп ҫине, тепӗре Джеральд ҫине тата хӑй йӗри-тавра пӑха-пӑха илет, унтан хӑй кӗсьинчен курӑнса тӑракан револьвере пӑхса илет; вӑл ӑна кӑларса илме хӑтланать. Ку пысӑк ыйту. Апат валли япаласене эпӗ хам туянтӑм, вара хӑнасене чӗнтӗм. Вӑл иртнӗ кунсене аса илнӗ пек туйӑнчӗ… Лайӑх вӗсем! Э-э, апла мар иккен! Унтан, юнланнӑ чышкипе юнаса, тытӑнчӑклӑ сасӑпа вӗҫлерӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне: — Тӑхтӑр акӑ, кун пек кӑна мар пулӗ. Ашшӗ ҫине лайӑхрах пӑхсан, Фома унӑн пичӗ тӗссӗрленсе, ӗшенсе кайнине курнӑ. Лушка тата та кӑмӑлсӑртарах ответлерӗ: — Ан чӑрман. Форма енчен илсен, эпӗ пӗччен мар, манпа пӗрле Елена Петровна Журина текенскер хӑйӗн хӗрачипе тата амӑшӗпе пурӑнаҫҫӗ, манӑн тӑватӑ пӳлӗмрен тӑракан пӗчӗк пӳрт, кушак, йытӑ тата сысна ҫури пур. Чӳрече хыҫӗнче пин-пин ҫӑткӑн ҫӑварсемпе пӗтӗм Россия пасарӗ кӗрлет. — Ара, питӗ лайӑх япала вӗт ку, — терӗ вӑл ерипен: — тӗлӗнмелле япала ку! Ҫул кӑтартса пыракан Талькавӑн тӗлӗнме те тивес пур, мӗншӗн тесен отряда вӑл мар, ӑна отряд хӑй ертсе пырать. Анчах вӑл тӗлӗнет пулсан та, ӑна пӗр енчен те кӑтартса памасть, мӗншӗн тесен индеецсем яланах ҫавӑн пек чӑтӑмлӑ пулаҫҫӗ. Отряд ялсен хушшинчи пӗчӗк ҫулсене каҫа-каҫа кайсан, вӑл нимӗн ҫинчен те астутармасть. Анчах мӗнле таврӑнмалла-ха тинӗс хӗррине? Халь килнӗ ҫулпа-и? Рота командирӗсем, вӗсенчен чылайӑшӗ йышлӑ ҫемйеллӗ, килти вӑрҫӑ-харҫӑ та хӑйсен арӑмӗсен романӗсем ӑшне путнӑскерсем, хаяр чухӑнлӑхпа тата май пурринчен те ытларах ыйтакан пурнӑҫпа лӑштӑр пусӑрӑннӑскерсем, чамасӑр пысӑк тӑкаксемпе вексельсен йывӑр пусмӑрӗ айӗнче ӗхлете-ӗхлете кӑна мекеҫленкеленӗ. Вӑл йӑл кулса илчӗ, анчах унӑн кулли Людмила сӑнӗ ҫинче уҫӑмлӑ йӗр палӑртмарӗ. Нравственность чирӗсем вара начар воспитанирен, ҫынсен пуҫӗсене пӗчӗкренех тӗрлӗрен ӑҫтиҫукпа тултарнӑран, пӗр сӑмахпа каласан, обществӑн начар пурӑнӑҫӗнчен килеҫҫӗ. Ҫынпа тӗлӗнмелле япаласем тума пултаракан врач! Мӗн калаҫаҫҫӗ-ши ҫӗнӗ ҫынсем — минчет хыҫҫӑн, каҫхи пӳлӗмре? Вӑл мӑшкӑлтӑк шывпа ларакан витресене йӑтса шӑтӑка кӑларса тӑкать, куб айне вутӑ хурать, вӗри самоварсем ҫинче йӗпе алшӑллисем типӗтет, хӑйне мӗн хушшине пурне те тӑвать. Эсир тата, гражданин, мӗншӗн ҫаплах ним чӗнмесӗр ларатӑр? Ҫакнашкал уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра ӗҫлекен хресченсене курсан, ахаль халӑх маншӑн ҫукпа пӗрех пулсан та, эпӗ яланах хам та сисмесле имене-имене каятӑп та вӗсем мана ан курччӑрччӗ, тесе тӑрӑшатӑп. «Урра!», «Сывӑ пултӑр пирӗн ҫулпуҫ Сталин юлташ!», тесе кӑшкӑраҫҫӗ.) — Павка! Ман йӗри-тавра йӑлтах тӗпчесе пӗлме тӑрӑшакан кӑсӑясем чи-чи чӗвӗлтетсе ҫӳреҫҫӗ; — шурӑ питҫӑмартисене кулӑшла мӑкӑртса вӗсем Кунавинӑри ҫамрӑк мещанкӑсем праҫниксенче шавланӑ пекех, хыпаланса шавлаҫҫӗ, вӑрт-варт ҫавӑрӑнкалаканскерсем, ӑслӑскерсем те усалскерсем, пурне те пӗлесшӗн, пурне те тӗксе пӑхасшӑн, ҫавӑнпа та пӗрин хыҫҫӑн тепри тапӑсем ӑшне пыра-пыра кӗреҫҫӗ. Ывӑл пур манӑн… Яш-кӗрӗм йӑпаннине курса савӑнас туйӑм та — ку уйрӑмлӑх чи ырӑ кӑмӑллӑ ватӑ ҫынсен кӑна пулать — унра калама ҫук вӑйлӑ аталаннӑ. — Каям та пӑхам ман юратӑвӑм тӑнӑ стена ҫуменчи вырӑна, — тет Суламифь. Эпӗ хам шуралса кайнине чухласа илтӗм. — Анчах ӑҫталла кайӑр вара эсир? Сирӗн вӗт ниҫта та ни тӑванӑрсем, ни пӗлӗшӗрсем ҫук… Ривэра аялта ларакан корреспондентсен пуҫӗсем ҫине ӳкнӗ, вӗсем ӑна канат урлӑ каялла платформа хӗррине ывӑтнӑ. — Темӗн, эпӗ астусах каймастӑп… Табак туртма тытӑнсан, тутусене касатӑп… Эпир тем пек сыхланнӑ пулин те, Пугачев килес хыпар крепӑҫӗпех сарӑлчӗ. Ӑҫта кайӑн хӑрах урапа? Анчах та халӑх тӗттӗм те тӗшмӗш пулнипе, унӑн ӑсӗ ҫухалса кайнипе килӗшме пулать-и-ха? Эпӗ вӗсемсӗр пурӑнма пултараймастӑп… Манӑн ҫав тери кӑлтӑрпине кустарса ярас килет! — Тата пире «Пилигримран» аякка туртса кайма та, — хушса хучӗ Хоуик боцман. Кайӑр ҫул ҫинчен, майор! — Тӗрӗс, революци умӗн ҫеҫ. Пурте: ехусем пӗр-пӗрне хӑйсем ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен тӗрӗс мар ҫуралнӑшӑн кураймаҫҫӗ, тесе шутлаҫҫӗ. — Апла эппин. Ҫавӑнтах вара эпӗ йыт ҫӑм чӑлхи ҫинчен аса илтӗм. Ку ҫынсӑр вырӑнсенче туземецсем акса тӑвакан нимле ҫимӗҫ те: маниоко та, сорго та, кукуруза та тупӑнасса шанма май ҫук. Ман пек пӗр пӗччен, никамсӑр тӑрса юлнӑ ҫынна урӑх тӗнчипе те шыраса тупас ҫук. Саншӑн хам пуҫа чикетӗп! Тен, вӑл сирӗн пекех килтен тарса, кӑнтӑр Америкӑна кайнӑ. Анчах тепӗр минутран вӑл, каллех алӑка уҫрӗ те хӑйне ҫав шӑршӑ тек ан хӑраттӑр тесе, тӳрех алӑк урлӑ йӑванса пӳрте кӗрсе ӳкрӗ. Кам ӑна черкке ӑшне эрех вырӑнне фотоген ярса панӑ? Хуҫалӑхра тата сысна ҫури те ҫук-ха, ҫака та тӗрӗс! Унтан вӑл сасартӑк харлаттарса илчӗ те куҫ харшине ҫӗклесе, ҫӑварне кӑшт уҫса ҫывӑрса кайрӗ. Анчах йӑмӑкӗ кӳренмерӗ; ӑна ҫак ҫын, ыттисене култарса йӑпатнӑ пекех, йӑпатнӑ; час-часах ӑна амӑшӗ те тулли кӑмӑлпа:— Ах, ҫирӗктӑрри! Юлашки хут ыйтатӑп — ӑҫта подвал? Вӑл ӑна пурпӗрех ҫыран хӗррине хӗстерсе хурать те тинӗсе ҫавӑрса ҫапать. Уншӑн эпӗ айӑплӑ мар ӗнтӗ. Пӗр шухӑшсӑр-мӗнсӗр, пӗр туйӑмсӑр юлса, вӑл хапха патне утса ҫитрӗ, карта ҫумне кӑкарса тӑратнӑ лутра лашине салтса тытрӗ, темшӗн, ӑна чӗлпӗр вӗҫҫӗнех ҫавӑтса уттарса кайрӗ. Ҫак вӑхӑтра проводница ӑна кирлӗ остановка ятне каларӗ те поезд ҫемҫен чарӑнма пуҫларӗ. Горницӑра генерал тӳрех тумтирне хыврӗ. Ним те чӗнмерӗ вӑл, Озерова аяккалла сирсе, шинельне алӑк патӗнчи пӑта ҫине хӑех ҫакса хучӗ, — полкран часах кайма шутламасть иккен вӑл. — Ҫап, ҫап! — терӗ мужик, хаяр сасӑпа. Эпир кая юлса иккӗмӗш йышши ҫимӗҫе лартнӑ чух кӑна кӗме те хӑятпӑр, эрехе стакансемпе ӗҫетпӗр (кунашкал тума Сен-Жером хӑй малтан пуҫларӗ), пукан ҫинче саркаланса ларатпӑр, апат пӗтичченех тӑрса тухатпӑр, ытти тӗлӗшпе те ҫакӑн евӗрлӗ ирӗклӗн тыткалатпӑр. Буфетҫӑ, ҫакна курса, ӑна пакунран ҫулса илет, кӑшт ҫеҫ тӗппипех тӑпӑлтарса пӑрахмасть. Вӑл танкист койки ҫинелле пӑхрӗ, унӑн ырӑ сӑнӗ яланхи пекех ҫутӑ кулӑпа ялкӑшрӗ. Эсӗ вӑт пӗрмай кӑшкӑратӑн: — каяс пулать, каяс пулать! Ҫӗрле икӗ хут ҫиҫӗмсирен тӑрӑх анса хӑпартӑм, ҫурт тавра уткаласа ҫӳрерӗм, Салли аппа ҫаплах кантӑк умӗнче ларать, ҫул ҫинелле пӑхса йӗрет, ун умӗнче ҫурта ҫунать; манӑн питӗ ун валли мӗн те пулин ырӑ тӑвас килчӗ, анчах нимӗн тума та май пулмарӗ: «Ӳлӗмрен ӑна нихҫан та кӳрентермӗп тесе тупа тӑвам хӑть», — терӗм вара. Вӗренсе пӗтерсенех тухса каятӑп. Шыв хӗрринчех ӳсекен лутра йывӑҫсем хушшинче мӑнаҫлӑн ларакан удодсемпе султан чӑххисене курма пулать. Ахаль те вӑйлӑскер, вӑл халь пушшех те вӑйлӑрах пек туйӑнать, унӑн вичкӗн куҫӗсем, тӗттӗм пулин те, кашни пӗчӗк хӑрушлӑха кураҫҫӗ. Мӗн пур-ши ун ӑшӗнче? Унтан Саня кухньӑна чупса кайрӗ, анчах та эпӗ ун хыҫӗнченех тухса: «Мана сансӑр кичем», терӗм. Ку ӗнтӗ тӗрӗсне те тӗрӗс — вӑл тухса кайсанах мана сасартӑк кичем пулма пуҫларӗ. Эпир сӑмавар лартрӑмӑр, плитана хутса ятӑмӑр, унтан алӑк патӗнчи пӳлӗмре шӑнкӑрав сасси пулчӗ. Йытӑ ачапа кӑмӑлтан вылярӗ, ачине те ку вӑйӑ чунтанах савӑнтарчӗ. Унта вӗсем пӗр-пӗрне ӗмӗрех юратма тупа тунӑ, хӑйсен телейсӗрлӗхӗ пирки ӳпкелешнӗ, тата малашнехи ҫинчен тӗрлӗрен шухӑш каркаланӑ. Эсир ман пата пырсан, эпӗ сире турӑран хама йышӑнма ыйтса кӗлтунӑ пекех йышӑнӑп. — Ку вара аван мар, Володя! Вильсон омбу тӑрринче мӗн курнисем ҫинчен Гленарвана каласа пачӗ. Вӑл Талькав ҫӑлӑнать тенине пурте ӗненеҫҫӗ. Эсир, чухӑнсем, — совет влаҫӗн тӗрекӗ. Пирӗн кашни персе антарнӑ самолётшӑн икҫӗр грамшар эрех параҫҫӗ. Кралич унта чупса ҫитрӗ, алӑк хӳтти айне кӗрсе тӑчӗ. Акулӑсен те ҫавӑн чухлӗ шӑл ҫук. Вӗсен ӑсӗ сӑнарлама пултарас тӗлӗшпе те, фантази енӗпе те, пӗр-пӗр изобретени шутласа тупас тӗлӗшпе те япӑх ӗҫлет. Вӗсен чӗлхинче асӑннӑ япаласене ӑнлантарса паракан сӑмахсем те ҫук. Математикӑпа музыкӑсӑр пуҫне вӗсем урӑх нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, пӗлме те шутламаҫҫӗ. Эсӗ пистолетпа ҫӳре, — е пысӑкрах патакпа. Сӑмахран каласан, эпӗ мӗнле пурӑннӑ? Хӗр ҫӳҫенсе илчӗ те Петр аллине хӑй ҫинчен именчӗклӗн сирчӗ. Кун пек вӑхӑтра шӑрша лайӑх туйма пурте пултараймасть. Вӑл туйӑма упрама пултараканнисем пит сайра. Хӗрсе кайнипе, ман учӗ ҫакӑнта ҫити чиперех чупса ҫитрӗ, кунта ҫитсен, пӑхатӑп хайхи, — ман шеремет анкӑ-минкӗленсех кайнӑ. Темиҫе утӑм тусан, кӗнчелеҫҫи майӗпен кӑлтӑртатнине илтрӗм; вӑл пӗрре хытӑрах илтӗнет, тепре пачах шӑпланать; халӗ ӗнтӗ манӑн чӑннипех пурӑнас килми пулса кайрӗ, мӗншӗн тесен кӗнчеле сасси маншӑн тӗнчери чи кичем сасӑ. Комод ҫинче ҫурта ҫунать. — Эх эсӗ, айван методист! Тепӗр минутран ҫав пӗлӗт аялтан хӗп-хӗрлӗ ялкӑшма пуҫларӗ. Ман ҫумма эсир тем те ҫыпӑҫтарма пултаратӑр, анчах тӳрех калатӑп: кунта мана хӗрарӑмсем ҫиленсе кайнине илсен, вӑл пӗтӗмпех эпӗ вӗсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхманнинчен килет. Пире валли унта утӑпа улӑм пырса пачӗҫ; тарҫӑ юханшыв хӗррине ҫерем ҫине сӑмавар лартрӗ те, хутланса ларса унӑн трубинчен ҫине тӑрсах вӗрме тытӑнчӗ… Вӑл сана Ташкентра пурӑнать пулӗ тет. — Ҫавӑн пек лайӑх мар ача пулма юрать-и вара? Эпӗ ӳсӗр! Пурне те тӳрех каласа кӑтартсан, сирӗншӗнех аван пулӗ. Хать эсӗ кӗсел, ҫапах та юрӗ ӗнтӗ! — Ҫапах та ӑна кирек мӗнле самант валли упрани аванрах пулӗ, — терӗ Дик. Лось саламласа пуҫне пӗкрӗ. Акӑ ӑна инҫетре перкелешнӗ пек туйӑнчӗ… Ҫав ҫулхинех Тенч капитан та перевал шырама кайнӑ, анчах унӑн ҫулӗ те ӑнман. — Эсир, ӗмпӗчи, хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха: чухӑнлӑх, ҫемье… — Вӑл сан умра ҫеҫ ҫавӑн пек сӑпай, эсӗ ҫук чухне вӑл пирӗнтен кирек кама та пыртан тытса пӑвать, хӑраса тӑмасть. — Кур-ха эс, ҫил алӑка уҫнӑ, — илтӗнчӗ тӗттӗмре арҫын сасси, ҫавӑнтах пӗри краҫҫын лампи ҫутса ячӗ. Картишӗнче ним курӑнми, пач хура каҫчӗ, ҫавна пула Ромашовӑн хӑй умӗнчи ҫула малтан суккӑр ҫын евӗр, хыпашла-хыпашла пӑхма тиврӗ. Урисем ывӑнчӗҫ; вӑл диван ҫине вырнаҫса ларчӗ те сехет ҫине пӑхма пуҫларӗ. Начар тесе калама эпӗ пултараймарӑм, кӑтартаканни, ахӑртнех, ҫакна малтанах пӗлсе тӑнӑ пулмалла. Ылтӑн хутсемпе илемлетсе пӗтернӗ пӗчӗк коробка кукамая ҫав териех килӗшрӗ пулас, вӑл чи ӑшӑ кулӑпа тав турӗ уншӑн. «Мӗскер, пансем! пур-и-ха йӗнӗсенче тар? мӑкалмарӗҫ-и-ха хӗҫсем? тӗреклӗ-и-ха козаксен вӑйӗ? авӑнмаҫҫӗ-и-ха козаксем?» терӗ Тарас юлнӑ куреньсемпе калаҫса илсе. Дубровскийӗ тата ку доверенность тӑрӑх чӑнах та ҫав тавлашуллӑ имение Дубровскисем илнине, хӑҫан илнине, сутни-илнине ӑҫта ҫирӗплетсе йышӑннине ку ӗҫе пӑхса тухма тытӑннӑранпах, урӑхла каласан, 18… ҫултанпа паян кунчченех — уҫҫӑн кӑтартакан докуменчӗсене суда тӑратман. Ҫӗрӗпе ҫывӑрмасӑр, пӗрмаях чупса ҫӳренипе ывӑнса ҫитнӗ Павка, ирхине ҫичӗ сехетре, хӑйне улӑштаракан сменӑра ӗҫлекен хулӑм питлӗ, усал куҫлӑ ачана вӗренӗ самоварсем парса хӑварчӗ. — Анчах кама ярӑпӑр-ха эпир ун патне? Ну, эпӗ следователе ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен пӗлтернӗ пулӑттӑм, анчах крыльца ҫинчи леш йӗр ӑҫта вара? — Ҫывӑрас килмест манӑн, — терӗ Полозов, кресло ҫинчен йывӑррӑн тӑрса: — каясса каятӑп, аллуна та чуптӑватӑп. Эпир вут чулӗ ванчӑкӗсем туфпа хутшӑнса хытнӑ гранит тӑрӑх утса пыратпӑр; пирӗн урасен айӗнче тӑпра чӗтренсе пырать, вӑл вӗри. Хытӑ макӑрчӗ вӑл, Артём Павка ҫинчен каласа панине итленӗ хыҫҫӑн. — Тарӑ, чунӑм, — терӗ бархат шӑлавар тӑхӑннӑ ҫын, — Баллибалаха таврӑнас килет-им? Эх, тӑрса юлтӑм-ҫке эпӗ, хӗр, Хамӑн ҫурхи савӑнӑҫсӑрах, пӗр-пӗччен… — Ман тӗлте, йӗри-тавра йывӑҫсем! Доминикинӑна хӑтарасчӗ тесе мар, — терӗ юлашкинчен Пӑван, аллинчи кушакӑн ҫемҫе ҫӑмне пичӗ ҫумне сӑтӑрса, — эпӗ… питех те лайӑх ӑнланатӑп: унта пулӑшма никам та каймасан, пӗтӗм ӗҫшӗн ҫав тери пысӑк хӑрушлӑх тухса тӑрать. — Сурӑха ҫыхнӑ пек ҫыхса пӑрахса илсе каятпӑр. Берсенев алӑк ҫумне таянчӗ. Ӑнлантӑр-и? Сирӗн ҫине пӑхатӑп та эпӗ, хуйха ӳкетӗп. Ҫав вӑхӑтрах хӑй Давидӑн ҫанни ҫинче тӑватӑ квадрат пуррине асӑрхарӗ. Пурнӑҫра, тӑванӑм, ытлашши нимӗн те ҫук… унта эпӗ те кирлӗ! Пурнӑҫ начар! Анчах Николай ӑна ҫавӑнтах пӳлсе лартрӗ: — Тартмалла тӑвасси пирки, ӑна тума май пур пулсан, иккӗленме юрамасть. Митя! Тӑхта-ха!» — тесе чӗнчӗ вӑл, хӑй сассине хӑй те илтеймесӗр. Вӑл хӑйӗн ҫуттипе ҫутатманнине, вӑл виллине, ун ҫинче пурӑнӑҫ ҫуккине тата пулма та пултарайманнине пӗлни мана питӗ савӑнтарса ячӗ. Комиссар ватӑ ҫар ҫынни пулнӑ. Вӑл виҫӗ бокал тата пӗр черкке тултарчӗ те, «хаклӑ хӑнасене» сывлӑх сунса, хӑйӗн бокалне ҫавӑнтах ҫарҫынни пек ӳпӗнтерсе хучӗ, Арина Власьевнӑна та черккине пӗр тумлам юлмиччен ӗҫсе ячӗ. Лешӗ шарт сиксе вӑранчӗ. Ту ҫине хӑпарса ҫитсен вӑл сулахайри траншейӑна пӑрӑнса кӗчӗ, траншея тӑрӑх темиҫе утӑм хушши утсан вара, вал тӑр пӗччен тӑрса юлчӗ. Хӑй вилмн пӑрахса хӑваракан телейсӗр ҫынсем ҫинчен ним чухлӗ те шутламасть, пулӑшу парассине аса та илмест! Урамра ҫынна таптанӑ хыҫҫӑн тарма хӑтланнӑ, хӑй ӑнсӑртран амантнӑ ҫынна урамах пӑрахса хӑварнӑ ямшӑка та хытӑ айӑпламалла. Ку — ман тус Павел Корчагин, — тенӗ. «Ак ӗнтӗ пуҫланать» терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — О, ҫук, ҫук. Вӑл халь ҫук. Хуҫа халь килтен инҫетре. Вӗсем халӗ — пуш-пушах. — Ан чӗн! Хуллен-хулленех ҫав шӑплӑхра кӑшт ҫеҫ сисӗнекен сасӑсем палӑрма пуҫларӗҫ: чи малтан сехет тиклетни илтӗнчӗ, кивӗ каштасем тӗлӗнмелле ҫӑтӑртатса илчӗҫ, пусма картлашкисем хуллен чӗриклетрӗҫ. Вӗсен тӑрӑшни ахаль пулмарӗ, ҫапла вара вӗсем «Британин» хӗн-хур курнӑ морякӗсемпе пӗрле хӑйсем ҫуралнӑ тӑван ҫӗршывне килеҫҫӗ. Хырӑмӑн, куратӑр-и, хӑйӗн саккунӗсем… Шыҫса тапса тухнӑ вӗсем — пур ҫӗре те: ҫав шыҫӑ ӳснӗҫем ӳсет… Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ. Эпӗ сана тата авантараххине тупса парӑп. — Хыҫалалла ан ҫаврӑнӑр! Кӑмӑлсӑр ан пул, анчах эсӗ ху суйса ҫылӑха кӗретӗн». Ун вырӑнне вара пӗрремӗш батальонпа командовать тӑвас ӗҫе полк комиссарӗ хӑй ҫине илнӗ. Вӑл питӗ хавхалантарса калаҫатчӗ, ҫак пултарулӑх, ман шутпа, унӑн правилисен ҫирӗплӗхне ӳстеретчӗ: вӑл пӗр ӗҫех хурламалла мар ашкӑну пек кӑтартма та, чи киревсӗрлӗх тесе ӗнентерме те пултаратчӗ. Эпӗ пур, ухмах… ӑҫта хӑяматӗнче-ха леш ылханлӑ миххи?» — Пӗлместӗп. Юлашкинчен Павка, нумай ларнине чухласа илсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ. — Нихҫан та! — пуҫне каҫӑртса каларӗ Гришка. Ӗненме пултаратӑр, унпа эпӗ пилӗк ҫул пемен. Воропаев хӑйӗн «эмкинчен» пӑхрӗ те, кӗтнӗ пекех, ҫавӑнтах Цимбала курчӗ. Кураҫҫӗ: сӑрт ҫинчен, слобода енчен пӗр темӗскерле ҫын анать, пуҫӗ тӗлӗнмелле пысӑк… «Мӗнле япала ку?» тесе ыйтрӑм эпӗ хуҫа-хӗрарӑмран. Фома вӗтӗ шӑрҫа ярӑмӗсене сирсе янӑ, вӗсем, силленсе чӑштӑртатса, унӑн питне сӗртӗнсе юлнӑ. Хӑрамалла мар! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Пӗр ирхине, шурӑмпуҫ килес умӗн, эпӗ пӗчӗкҫеҫ пушӑ кимӗ тупрӑм та шарлак урлӑ ишсе ҫырана тухрӑм — ҫыранӗ пирӗн утравран икҫӗр ярдра кӑна — унтан кипарис вӑрманӗ хушшипе юхакан пӗчӗк ҫырма тӑрӑх пӗр миля ытларах тӑвалла улӑхрӑм — кӑшт ҫырла пухма ҫук-ши кунта тетӗп. — Авӑ ман карчӑкӗ! — Апла мар пулсан, вӑл аван-ха, Гек. Тӗрӗссипе илсен, ку пире юне ӳкрӗ — пурнӑҫне ҫухатаканнисем пулмарӗҫ, пурсӑмӑрта ҫыран хӗррине ӑнӑҫлӑнах ҫитрӗмӗр. — Ах вӗт, кӑшт пӑрӑнтӑм ҫеҫ! — ӑшталанса илчӗ хуҫа. Ҫынсем именнӗ пек пулса чӗнмесӗр тӑни Власовӑна шухӑша ячӗ, вӑл хӑй айӑпа кӗнӗ пек пулчӗ, вӗсене тем калас кӑмӑлпа пукан ҫинчен тӑчӗ, анчах Софья унӑн аллине ҫемҫен тытрӗ те хуллен кӑна:— Каҫарӑр мана! Сысналӑх вӑл ху тӑвассине урӑх ҫынна тутарни». Халӗ ӗнтӗ манӑн тинех аттесем патне кайма юрать. — Пӗлетӗп эп вӗсене! Арӑслан, тигр, упа, буйвол пеккисем тата индеецсем кунта ан иленччӗр тесе питӗрнӗ курӑнать. Пӗр кӗрнеклӗ карчӑк — Мишка Игнатенок амӑшӗ, — мӑшлата-мӑшлата Давыдов патне хӗсӗнкелесе пычӗ, намӑс сӑмахсемпе вӑрҫса тӑкрӗ те ӑна питрен лачлаттарса сурчӗ. — Ҫав яшӑ пире улталанӑ пек туйӑнать мана. Тинки тухрӗ ӗнтӗ унӑн, туйи ҫине тепле майпа та таянса пӑхать, кӑлӑхах, унӑн пит-куҫӗнче чӑнах та ытла пысӑк асап курни палӑрчӗ. Кам шутлама пултарӗ Рита та ҫавӑн пек ӗсӗклесе макӑрма пултарать тесе? Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсенчен ҫырма хӗрринче, пристаньсем патӗнче, янӑракан ӗҫ шавне илтсе вӑраннӑ. Юрать-и? Прилив ӑна хӑйӑр ҫинчен ҫӗкленӗ. Вӑл кунхине ҫил пулнӑ пулсан, е тата Ҫурҫӗр бухтинче шыв юхӑмӗ Кӑнтӑрти пекех вӑйлӑ пулсан, пире ӗмӗрлӗхех «Испаньолӑсӑр» тарса юлма тиветчӗ. Лайӑх май килсен те, эпир унӑн ҫӗмрӗкӗсене ҫеҫ тулнӑ пулӑттӑмӑр. Нимӗн те пултараймастӑп!.. Эпӗ вара, вӑл авлансанах, ӑҫта та пулин инҫете, Дрездена е Флоренцине тухса кайӑп та, виличченех унта пурӑнӑп». Ачасем кашниех катса кӑларнӑ тӑм татӑкӗсене сарлака та тикӗс чулсем ҫине хурса тепӗр чулпа тӑм катӑкӗсене порошок пек вӗтетнӗ. - Кит шӳрпи! Ромашка хӑрӑлтатса ҫывӑрать. Том пӳрт тавра ҫаврӑнса илчӗ те ӗне вити ҫумӗпе выртакан пылчӑклӑ ҫул ҫине тухрӗ. Вӗсем вара, сасартӑк вӑратнӑ хыҫҫӑн тӗлӗкре курнӑ тӗлӗрӳсем ҫухалнӑ пекех, самантрах пӳлӗмрен тухса кайрӗҫ. Кай, амӑшӗ! Тахта-ха кунта: эпӗ хӗрачасене чӗнем. Азотея ҫинче тӑрса, инҫетелле пӑхса, ҫавӑн пек шухӑшласа тӑнӑ Луиза. Кун хыҫҫӑн Германи официозӗнчи господасен епле тулхӑрас мар-ха? Паллах, киле каятӑн. Анчах пӗр ҫирӗм утӑм яхӑн кайсанах каридор пӗтсе ларнӑ; унӑн вӗҫӗнче тарӑн шӑтӑкалла сикмелли лаптӑк пекки пулнӑ. Ҫакнашкал кӑмӑллӑха чун-чӗрипе ылханса, Давыдов ҫилленерех:— Ан хыпӑнса ӳк, анне! Кӑвайт шатӑртатса, шийлатса ҫунса, ӑшӑ сывлӑш сарать. — Лешне ара, ӗнер почтӑра илнине. Чӑтма ҫук!!! Ҫук-и? — Ҫапла, Аксель, ку пит тӗлӗнмелле ӗҫ: кӑнтӑралла ишсе пынӑ ҫӗртенех эпир ҫурҫӗрти «Сакнуссем сӑмсахӗ» патне килсе тухнӑ. Хама пулӑшма кама илсе каяс-ши? Тӑван мар атте, ҫула тухмалли ҫар тумне тӑхӑннӑскер, ҫурӑм хыҫне винтовка ҫакнӑскер, ҫенӗхре йӗрсе тӑчӗ, анчах та темшӗн ун ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмарӗ… Килӗнче пулман туссем Самолетпа поезд хушшинчи хам иртнӗ ҫула, Мускав картти ҫине хурса пӑхсан, хамӑн пур кӑмӑлтан тӗл пулса курма ӗмӗтленнӗ ҫынсенчен, курнӑҫас мар-ха тесе, юри пӑрӑнтӑм тесе шутлама та пулать. Юлашкинчен Уйӑх пачах пӗтсе ларать; ку вӑхӑтра Хӗвел Уйӑхӑн пире курӑнман тепӗр енне ҫутатать. Анчах та ку вӑл ҫырӑвӗн содержанийӗ ҫеҫ, тексчӗ мар, ҫыруран эпӗ халӗ, хӑшпӗр татӑк-кӗсӗк сӑмахсенчен пуҫне нимӗнех те астума пултараймастӑп. Нимӗҫсем вӗсене курмасӑрах, ҫывӑхранах иртнӗ. Ҫавӑн пек канаш паратӑр-и мана? Пӗр чарӑнмасӑр персе тӑнипе сӑртсемпе тусем те кисреннӗ пек туйӑнчӗҫ. Виҫӗ Гордеев пулнӑ пек, пӗр Игнат ӳтӗнчех виҫӗ чун вырнаҫса тӑнӑ. Ҫул ҫинче ун виллине такӑнтӑм эпӗ. Марья Николаевна ывӑҫ тупанне веерпа ҫапса илчӗ. — Ҫавӑн пек ҫынсем эпир, ҫапла вылятпӑр; ак мӗн тума кирлӗ ӗнтӗ мана сирӗн Коля. Лакей куҫ айӗн Шубин ҫине макӑл пӑхрӗ, Николай Артемьевич чашӑк тытса хӑйма тултарчӗ те пӗр теҫеткене яхӑн сухари пуҫтарса илчӗ. Старикӗн сасси, темӗнле, чӗтренсе, чӑкӑртатса кайнӑ. Мӗн эсир автансем пекех сиксе ӳкрӗр? — ӳкӗтлерӗ Нагульнов, ҫав хушӑрах хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ питҫӑмартинчи мускулӗ кӑрт та кӑрт турткаланма тытӑнчӗ. Вӑл кӗнеке магазинӗн кантӑкӗ умӗнче шухӑша кайса тӑратчӗ — ӗлӗк пулсан ӗнтӗ эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах пӗлнӗ пулӑттӑм, — тискер кайӑксем ҫинчен шухӑшлать тейӗттӗм. Тепӗр ҫур ҫултан, пӗррехинче, кӳршӗсем патӗнчен таврӑнаттӑм, хамӑр хуторти вӑкӑр ҫул урлӑ каҫать. Майор тӳрех маориецсене курайманни ҫинчен каласа пачӗ. Тӑватӑ ҫул иртрӗ. — Чарӑн! — Кӗме ирӗк парӑр. Хорь ӑна итлет-итлет те, пуҫне сасартӑк чалӑштара пӑрса хурса, хурлӑхлӑ сасӑпа ӗнерме тытӑнать. «Пӗлетӗн-и мӗн пулнине?» — терӗҫ мана илме пынӑ виҫӗ офицер пӗр харӑссӑн, хӑйсем вилнӗ пекех кӑвакарса кайнӑ. Пуҫне аллисемпе ярса тытса, Ежов авӑннӑ пӗвне тӳрлетнӗ те, карӑнса илсе, каллех кичеммӗн, тискеррӗн юрлама пикеннӗ: Пурне те, пурне те пытартӑмВил чулӗ пек чунӑм айне,Такмак сыррипе сырӑнтартӑм,Юрларӑм, ӑш ҫуннӑ майне!.. Вӑл йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ те туратсем хушшинче ҫутӑ йӗр курчӗ. Вӑл унталла утса кайрӗ, хӑй кӗтмен ҫӗртенех вара вӑрман хӗррине ҫитсе тухрӗ. Салам йышӑнӑр тата ыт. те. Эс кала чӗрӳнте мӗн пуррнне. Унтан Краличе куҫран пӑхрӗ те: — Каҫар-ха, ывӑлӑм, эс ӑҫтан килетӗн? — тесе ыйтрӗ. Ӗҫрӗ (Яков Лукич ун ҫине минтер айӗнчен хӑрах куҫӗпе пӑхса выртрӗ), пӗҫернӗ груша туртса кӑларчӗ, чаплаттарса ҫиме пуҫларӗ, чикарккине мӑкӑрлантарса, хӑпарсарах тӑракан ҫап-ҫара кӑкрине шӑлкаласа, хӑй патне кӗчӗ. Гленарван ырӑ сунса пуҫ тайрӗ. Эпӗ яланах электричество ҫутти сахалланса пырасран, вӑл пачах пӗтсе ларасран хӑратӑп. Ҫуллахи ҫанталӑк шӑрӑхрах пула пуҫласан, ӳсен-тӑрансем, хӑйсенче капланса тӑракан пурнӑҫ вӑйӗ ытлашши пулнипе аптранӑ пек пулаҫҫӗ, халсӑрланса-ҫемҫелсе кайнипе ҫулҫӑсем аялалла усӑнаҫҫӗ, вара, шӑрӑха пусарса сулхӑн та нӳрлӗх паракан ҫумӑр ҫумасан, ӳсентӑрансем типсе хӑрсах кайма пултараҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе вӑл генерал патне кӗрсе кайрӗ, эпир ӗнтӗ текех ун хыҫҫӑн каймӑпӑр. Ҫынсен куҫӗ умӗнче пулса иртнӗ ҫак икӗ ӗҫсӗр пуҫне паллӑ мар ҫынсем хушшинче те нумайӑшӗсем хӑйсене хӑйсемех асаплантарса вӗлерни ҫинчен каласа паратчӗҫ. Тӑманӗ чарӑнма мар, тата вӑйланнӑ пек туйӑннӑ. Коридорсемпе пӳлӗмсенче халӑх туллиех, ӗҫсен управлени алӑкӗн шал енче машинӑсем ҫатӑртатаҫҫӗ. Эпӗ хӗрелсе кайрӑм… — «Мӗн санӑн, улпутӑм, хӑвӑн вотчину пур-и?» — тесе ыйтрӗ вӑл манран тепӗр хутӗнче. — Асатте, асаттем, — терӗм эпӗ. Вӑл чӑмлама чарӑнчӗ, куҫ харшисене ҫӳле ҫӗклерӗ те, аран-аран куҫӗсене уҫрӗ. «Эсир хулан Коломна текен пайне пурте пӗлетӗр». Ҫапла пуҫларӗ вӑл. Эпӗ пӗренесем ҫине хӑпарса выртрӑм та часах ҫывӑрса кайнӑ, ыйхӑран вӑраннӑ тӗле хӗвел чылай ҫӳле улӑхнӑ. Хун-хура суха пуссисем ҫийӗн, сывлӑша исленсе ирӗлнӗ ҫӗр шӑршипе тултарса, ҫӑмӑл пӑс вӗлтӗртетет, — ҫуркуннен уҫӑ, йӑпшӑнчӑк та ӳсӗртсе яракан хӑватлӑ шӑрши, ӑна хулари темӗн чухлӗ шӑршӑ хушшинче те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн. Ерошка мучи Оленин патне хуҫисен пӳртӗнчен вил ӳсӗр, хӗп-хӗрлӗ питпе арпашса кайнӑ сухалпа, анчах та галунсем хурса ҫӗлесе ҫаврӑннӑ ҫӗнӗ хӗрлӗ бешметпе тата хӑй ҫырма леш енчен илсе килнӗ, травянкӑран тунӑ балалайкӑпа пырса кӗчӗ. Вӗсене хастар тӗпчевҫӗ Л. А. Кулик ертсе пынӑ. Сасартӑк Ардальон ҫухалчӗ! Хуҫасем хӑйсен арчисемпе нӳхрепӗсене сыхлатчӗҫ. Хулара никама та палламастӑп, слободана кайсан — ҫавӑнтах ярса тытаҫҫӗ. Ку сӑмахсем ман асӑма пит те кӑмӑлсӑррӑн кӗрсе юлчӗҫ. — Мучи, персиксем тата! Шыраса ҫӳреччӗр… шуйттан нимӗҫӗ… сан коменданту… — Ҫӑва патнех каймаллаччӗ ҫав Ирланди ухмахӗн! — тенӗ вӑл шӑл витӗр. Юлашки вӑхӑтра вӑл, темиҫе ҫул хушши, стрелковой полк командирӗ пулса ӗҫленӗ, хӑйӗн службипе мухтаннӑ. Полкра ӑна пурте юратнӑ. Хӑйне мӑнна хуман вӑл, кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ. Ҫиленесси-тӑвасси унӑн сайра-хутра ҫеҫ пулкаланӑ. Аслӑ начальникӗсем те хисепленӗ ӑна, ӑна-кӑна чухлама пӗлекен, пултаруллӑ та ӑслӑ ҫын вырӑннех хунӑ. Анчах чи малтан ӑна пурте вӑрҫинче чапа тухнӑ герой вырӑнне хурса хисепленӗ. Хӑшӗсем пусмасем ҫине ҫӑмӑллӑн хӑпарса кайнӑ, ҫӳлтен, пӑявсенчен тытса, аялалла пӑхса тӑнӑ. — Ӑҫта каяс-ха ман, Ерофей Кузьмич? Федор ҫавӑн пек-и? — терӗ хӑлхинчен пӑшӑлтатса. Ҫакӑн хыҫҫӑн Гленарван, Роберт тата Талькав пончосемпе пӗркенчӗҫ те, типӗ альфафар курӑкне айӗсене сарса тӑсӑлса выртрӗҫ, — пампассенчи сунарҫӑсем яланах ҫапла ҫывӑраҫҫӗ. Халӗ ман унсӑр мӗнле пурӑнас-ха? Ӗнтӗ утсем те, тул ҫуталассине сиссе, пурте ҫиме пӑрахса курӑк ҫине выртрӗҫ; ҫӳҫе йывӑҫҫин ҫӳлти ҫулҫисем пӑшӑлтатма пикенчӗҫ, вара пӗчӗккӗн аяла ҫитичченех пур ҫулҫӑсем те пӑшӑлтатма тапратрӗҫ. Иртнӗ куляну е хаваслӑх ҫинчен асӑнтарни ман чӗрене ыраттарсах хавшатать те ҫав ыратса тухнӑ сассах янратать… Вӗсем чирленӗ пек ӗшенни хӑйсем мӗнле ларнинче те, сассинче те палӑрчӗ, ҫак — чирленӗ пек ӗшенни тата йӑлӑхтарса ҫитерекен тӗксӗм кичемлӗх — вӗсен сӑнӗсем ҫинче те палӑрчӗ. «Кама терӗр ҫак? — Эпӗ кукамая эс килни ҫинчен пӗлтертӗм. Тепӗр тесен, кам пӗлет ӑна, пурнӑҫ тенине! Вӑл ку вак-тӗвекрен ҫӳлерех тӑрать. Кала-ха, мӗн тумалла халь? Тӗттӗм баррикада хыҫӗнчен сасартӑк ҫиҫӗм ялтӑртатса илчӗ: аҫа ҫапни кӗмсӗртетсе кайрӗ те, тупӑ етри шӑпах Говэн пуҫӗнчен ҫӳлерех пӳрт стенине шӑтарса тухрӗ. «Кирек мӗн пулсан та, ыран ман ӗҫ татӑлать, Палата чӑнласах пӗлтерчӗ». Ҫавӑн пек шут тытнӑ хыҫҫӑн, Осип Михайлович хӑйне ҫӑмӑл пек туйса илнӗ. Каламаллине пурне те каласан, Дик кимӗ ҫине ларчӗ те ҫырантан уйрӑлма хатӗрленчӗ. Ҫак вӑхӑтра Уэлдон миссис унран ҫапла ыйтрӗ. — Юхӑм сана шывсикки патнелле туртса каясран хӑрамастӑн-и эсӗ, Дик? Княжна ӑна хӑйӗн чӗрери чи ҫывӑх сӑмахне шанса калама шутланӑ пулас: тӳррипех каламалла, тупнӑ та иккен кама каласа пама! Ҫул ҫинчен аяккалла сикрӗм те пытанса лартӑм, кайран ав, пӑхатӑп — таҫталла каймалла, хам та пӗлместӗп. «Ӑҫта каяс тетӗн?» — ыйтатӑп унран. — Мӗнле — Любовь? Унӑн хӑлхана ҫуракан вӑйлӑ сасси кунтах илтӗнет. — Мӗншӗн эсӗ ун ҫинчен апла шухӑшлатӑн? — тесе ыйтрӑм эпӗ, хам ҫилӗме аран-аран чарайса. Тур ҫырлах! — Гек, эсӗ ӑнсӑртран каласа ярас ҫук тесе хӑвна шанатӑн-и? — терӗ вӑл нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. — Машинист ҫумми, Васька Краснощеков… — Ан хӑвала!.. — пӑшӑлтатса илчӗ Лозневой, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе. Старике хӑнасем валли хатӗрленӗ чи лайӑх пӳлӗме ҫывӑрма вырттарнӑ. Анчах унӑн ҫӗрле сасартӑк эрех ӗҫес килсе кайнӑ та, вӑл, пӳрт ҫивиттийӗ ҫине тухса, пӗчӗк юпа тӑрӑх крыльца ҫине аннӑ, ҫӗнӗ сюртукне пӗр кӗленче хӗрӗх градуслипе улӑштарса каялла кӗнӗ, вара каллех ӗҫме тытӑннӑ; тул ҫутӑлас умӗн вӑл татах кантӑкран тухнӑ, пит ӳсӗр пулнӑ пирки пӳрт тӑрринчен персе анса, сулахай аллине икӗ тӗлтен хуҫса пӑрахнӑ, чутах шӑнса вилмен; тул ҫутӑлсан, ӑна такам курса пӳрте илсе кӗнӗ. Ман умра салху ҫеҫенхир сарӑлса выртать. Анчах ҫапла чӗпӗтни те мана пулӑшмарӗ: эпӗ ҫав пӳлӗмех, малтанхи пек тӑм урайнех, утӑ хумалли сырӑшсенех куратӑп. Елена пуҫне кӑларчӗ: «Чипер юлӑр, атте, Андрей Петрович, Павел Яковлевич, пурте чипер юлӑр, чипер юл, Россия!» терӗ те каялла таянчӗ. Ҫамрӑк чух мужик пулнине, иккӗ те чӗрӗк теҫеттин ҫӗр акнине, унтан, пурӑна-киле, вӑрманӗ-мӗнӗпе вунпӗр пин теҫеттине ҫитернине… тата укҫи те, тен, икӗ миллионран кая маррине… ӗненмӗҫ ун чух… Вӑрманта, вӗсем утса пынӑ ҫӗрте, кӑнтӑрла та яланах тӗттӗм пек, — хӑй ҫутса яр хӑть. — Асен мӗнле халь? — ыйтрӗ Марко. Ирӗке кӑларсан, хӑйсем ҫине уйрӑммӑнах лайӑх пӑхтарасшӑн. Хӑйсем намӑс курнӑ хыҫҫӑн чӗркуҫҫи ҫинчен тӑричченех, пӑрахса тарнӑ хуҫи умӗнче кӑмӑл ҫемҫелнипе пичӗ ҫине тухнӑ куҫҫульне шӑлса типӗтичченех, вӗсем ҫӗнтерӳҫӗсем умӗнче хӑйсен мӗскӗнле пӑхӑнса пурӑнма пултарнипе мухтанаҫҫӗ, барсенче ташласа тата театрсенче юрласа, сӑра сутакан вырӑнсенче музыка каласа тата тӗл пулнӑ ҫынна пӗр кашӑк ҫӑмарта порошокӗшӗн е табак чӗптӗмӗшӗн тем туса пама хатӗрленсе, аллисене ыйткалакан ҫын пек тӑсаҫҫӗ. Хӑш-пӗр чух вӑл хӑнасене курӑнмастчӗ; сехечӗ-сехечӗпе хӑйӗн пӳлӗмӗнче ларатчӗ. Хура йытӑ Кучум ун хыҫҫӑн пӗр уйрӑлмасӑр утрӗ. Тепӗр ирхине, февралӗн 8-мӗшӗнче, кунти ҫӗршывра пурӑнма хӑнӑхнӑ пекех, Паганель пит аван вӑранчӗ. Пытарнӑ чух Катя майорпа пӗрле пулнӑ, Петроградскинчен Смоленски ҫывӑхне ҫитме пултарнӑ пулсан эппин вӑл ытла начарах та пулман пуль-ха. Карл Иваныч хӑйӗн кӑмӑлӗн туйӑмӗсене парӑннӑ чухне ҫынсем итленине е итлеменнине пӑхмасӑр, чӗринчи шухӑшсене хӑйшӗн хӑй каласа парать; вӑл халь ҫакнашкал кӑмӑллӑ пулнине асӑрхаса, эпӗ шарламасӑр, унӑн ырӑ пичӗ ҫинчен куҫа илмесӗр, кровать ҫине лартӑм. Ҫак проливӑн нихӑш ҫыранӗнче те маяксем ҫук. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн вӑл хӑйне вулама кансӗрлекен ҫӳҫ пайӑркине пуҫтарнине, йывӑр сӑмахсене ӑнланасшӑн пулнӑ пекех, тенкел ҫинчен сике-сике тӑнине те асӑрхарӑм эпӗ. Вӗсем витресемпе чупкаласа ҫӳренине курсан, кӳршисем пушар тухнӑ тесе те хӑраса ӳкнӗ. Енисей тӑрӑх тӑвалла тата пӗр виҫҫӗр-тӑватҫӗр километр хӑпарнӑ пулсан, вӑл Заполярнӑйри Дудинкӑпа Норильска ҫыхӑнтаракан чугун ҫула курнӑ пулӗччӗ. Вӑл Илья хӗрелсе кайнине, унӑн аллисем чӗтренине курчӗ, ывӑлӗ вӗсене брюки кӗсйине чиксе пытарасшӑн пулчӗ, анчах аллисем кӗсйисене тупаймарӗҫ. Хӑй пӗрмай пирӗн тавра чупать, лӑпчӑнса ларать, хӑйне чарас тесе, шӑлне шатӑртаттарать… Анчах алӑкри шӑтӑкне кам касса ҫурнӑ-ши тата стенари ҫак ҫурӑк ӑҫтан пулнӑ-ши? — Ҫавӑнпа сӗтӗрӗнчӗк те. Кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Разметнов ӗнтӗ шухӑшласа та шӑппӑн каларӗ: — Тен, эпӗ вун икӗ ҫул хушши пӗр хӗрарӑма юрататӑп, эсӗ ӑна пӗлместӗн вӗт-ха?.. Саня «хамӑр ҫеҫ» теме ӗлкӗрчӗ кӑна, вӑл ҫывӑрса та кайрӗ. Трибунал членӗсенчен пӗри, шеренга умне тухса тӑрса, ҫарти полевой суд приговорне вуласа пачӗ. Таса кӑмӑллӑ ҫынсем ун чух хӑйсен юрӑхсӑрлӑхне нимӗн пытарса тӑман йӗксӗксемпе хутшӑнса кайнӑччӗ. Чаршавне карсах лартайман та, эпӗ пӳлӗмре мӗн пуррине пӗлес килнипе шалалла пӑхрӑм. Ӗҫленӗшӗн тӑватӑ хут сахалтарах илетӗп, ҫурӑма кунтинчен икӗ хут ытларах аватӑп, — ак епле! Ун чухне вӑл тӗрӗс пулмарӗ, анчах вӑл пурте манӑҫа тухнӑ. Мӗн каласси пур: ырра вӗрентрӗ ҫав, йытӑ! — Эсӗ шӑтӑкра кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑсем куртӑн-и? Комсомол ячейки хушнипе эпӗ пӗрле пухӑнса хаҫат вуламалли кружокӑн пӗрремӗш занятине ертсе пыратӑп. Пире, Макарпа иксӗмӗре, ан тӗкӗн. Ӑҫта вӗсен чунӗсем? Горецсем вӗсем тавӑрма пӑхаҫҫӗ: мӗн, эсир Азамата пулӑшкаланине ӑнланмасть тетӗр-им ӑна? — Иван Павлыч! Хӑш-пӗрисене вӑл сӑнтан пӗлсе тӑнӑ. Вӗсене ертсе пыракан пек туйӑнакан ватӑрах ҫынне вӑл нихӑҫан та курман, анчах ҫавӑ камне хӑйех чухласа пӗлнӗ. Ҫурчӗ — ҫӗнӗскер, анчах темле начарккаскер, сасартӑк пуйса кайса, ҫавӑнтах мӑнтӑрланса шыҫӑнса кайнӑ кӗлмӗҫ пек туйӑнать. Енчен Огнянов ҫак вӑрҫӑра вилсе выртас пулсан, вӑл ӑна, Радӑна ылханса, ҫав тери хуйхӑрса вилет. Малалла та кутӑнлашса тӑрсан, нимӗҫсем пӗр айӑпсӑр ҫынсене тыта-тыта вӗлерсе пӗтерме пултараҫҫӗ, сахал мар ҫынна пӗтерӗҫ тен. Анчах нумай тӗлте таптаннӑ курӑк тӑрӑх кунтан нумаях пулмасть ҫынсем е тискер кайӑксем иртнине пӗлме пулать. Хыснаран салук укҫине каялла эсӗ сакӑр пин тенкӗ илме тивӗҫ; утӑшӑн, ӑна хӑв шутланӑ тӑрӑх та ҫичӗ пин пӑт сутма пулать, — хӗрӗх пилӗкшер пус хуратӑп, — эсӗ виҫӗ пин илетӗн; ҫапла вара, санра укҫа пӗтӗмпе мӗн чухлӗ пулать? Нюрккӑна хӗнекене Лектеретӗп эп хӑйне. — Чӑн та, эс ҫав тери маттурскер! — Мӗншӗн тесен сифилисран сиплес тесе тӑрӑшнин 0,01 пайне аскӑнлӑха пӗтерес ӗҫ ҫине ярас пулсан, сифилис ҫынсен асӗнче тахҫанах пулман пулӗччӗ. Ҫакӑ Дик Сэнда тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерчӗ. Турӑ лаша пулӑшнипе ултӑ эрне хушшинче эпӗ индеецсем пирога текен кимӗ майлӑ, анчах вӗсен пирогинчен пысӑкрах кимӗ турӑм, унӑн ӑшне тирсем сарса вӗсене хам хатӗрленӗ ҫиппе лайӑх ҫӗлесе лартрӑм. Патша килсе кӗнӗ чух вӗсем тӑнӑ та ӑна ҫӗре ҫити пуҫ тайнӑ. Эвакуацие, амӑшӗн вилӗмне, бомбежкӑсене, ашшӗ пурнӑҫӗшӗн яланах хӑраса пурнассине тӳссе ирттернӗ ҫамрӑк ача пӗртен-пӗр ҫынна — ашшӗне питӗ хытӑ юратнӑ, ҫав юрату уншӑн ҫупа сахӑр пекех кирлӗ пулнӑ; ун пек юрату ачана асаплантарать, кӗвӗҫтерет, иккӗлентерет. Анчах Джон Мангельсӑн ӑна-кӑна пӑхса тӑрасси ҫук мачтӑсемпе паруссен чӑтӑм-тӳсӗмлӗхне ҫухатман чухне вӑл ҫаплипех дрейф тытса пыма шутларӗ. Алексей Лизӑна, вӑл шурӑ сӑнлӑ хӗрсенчен темиҫе хут лайӑх тесе, тупа тусах ӗнентернӗ, ӑна пӗтӗмпех лӑплантарас тесе, улпут хӗрӗ ҫинчен кулӑшла майсемпе каласа кӑтартма тытӑннӑ; ӑна итлесе Лиза чунтанах ахӑлтатса кулнӑ. Халӗ эсӗ пирӗн ҫак мӗнпур пек чаплӑ пухӑвӑн паттӑрӗ, ҫавӑнпа та санӑн, пӗтӗм йӗрке-йӑла хушнӑ тӑрӑх, тем пысӑкӑш сӑмах каламалла. Хӑраса тӑнипе ҫылӑхран, — талантсем ҫинчен янӑ юптару та ҫакнах калать… Алӑк уҫӑлать те, пӗри тӳммисене вӗҫертнӗ кительпе пырса кӗрсе, кӑмакара темӗн шырать, унтан антӑхса ҫиме тытӑнать. — Районти организацисем. Вӗсене йышӑннӑ чух вӑл катехизиспа усӑ курать, тесшӗн эпӗ. Вӑл килелле килнӗ ӗнтӗ. Вӗҫни те, унтан вара мӗнле вӗҫнине пӑхса тухни. Сивӗ Кӳрекене эпӗ хам кураймарӑм, мӗншӗн тесен вӑл яланхи пекех юрпа витӗннӗ. Пӗр урипе вилӗ тӑпри ҫинче тӑракан кашни ҫыннах тепӗр урипе ҫӗр ҫинче ытларах та ҫирӗпрех тӑма тӑрӑшать. Кайран вара хӑвӑн ҫурту тӗпӗсене, резинкусемпе писев кӗленчисене пуҫтар та чун туртнӑ ҫӗрелле тухса вӗҫтер. Тискер хресченсем, вӗсене вӑрмансемпе уй-хирсем тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳрекенскерсем, хӑйсен апатне ҫитеркеленӗ, урӑх вӗсемшӗн нимӗн те туман. — Пурне те. Хӑна пӳлӗмӗнче мӗскер хӑтланнӑ-ши тесе пырса пӑхсан, тарӑнӑшне лотпа виҫме, унтан ишме лекнӗ. Кукша пуҫлӑ, мӑнтӑр Яков Иваныч хӗрарӑмсем ҫинчен ҫеҫ калаҫать, — тата яланах лайӑх мар калаҫать. Эсӗ ӑна портретра ӳкернӗ ҫыннӑн тӗлӗнмелле куҫӗсем тӑрӑх палласа илӗн, кирек мӗнле пулсан та, пӗтер ӑна…» — Питех аван тунӑ, Том. Чикӗ хуларан вӑтӑр пилӗк километрта, шыв тӑрӑх пулса тӑрать. — Ҫук, эпӗ халех килетӗп, — тесе лӑплантарчӗ ӑна Павел. Иртсе кайӗ тен… — Ӑна Тускуб тесе чӗнеҫҫӗ. Шыв пар! — Евгений Васильевич, эпӗ шанатӑп… — Эх, Анна Сергеевна, тӗрӗссипе калаҫӑпӑр. Ҫил вӗсене питрен чӗпеткелесе илет. Ҫапла, хӑрушлӑх пур ҫӗрте те, уйрӑмах — Парижра. Тытас та — ҫыхас! — Тӑхтӑр-ха, ачасем! — тесе кӑшкӑрчӗ Ефим. Яков хӑйне ӑнланмалларах тыткалать: корпуссене чупса ҫӳрет, хӗрсем ҫине ачашшӑн пӑха-пӑха илет, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче, вите тӑррине хӑпарса, ҫырма еннелле, шыва кӗрекен хӗрарӑмсем ҫине пӑхать. Анчах Квакин, Фигура хӑй хутне кӗрессе кӗтменскер, юлташӗ ҫине ним чӗнмесӗр, сиввӗн пӑхса илчӗ. Поло Китая тип ҫӗрпе, ҫӳлӗ сӑртсем урлӑ та пысӑк пушхирсем урлӑ каҫа-каҫа кайнӑ. Тӑван ҫӗршывне каялла таврӑннӑ чух вӑл Азин кӑнтӑр ҫыранӗнчен иртсе тинӗспе ишсе килнӗ. — Женька! — хыттӑн чӗнсе илчӗ ӑна Таня. Вӗсем иире кӗвӗҫнипе вилсех кайӗччӗҫ. Чӑнах вӗт, Гек? Воропаев умӗнхи сӑмахсемсӗрех калаҫма пуҫларӗ. Ҫамрӑккисем кулма, шӑхӑрма тапратрӗҫ; мӑнаҫланнӑрах ҫынӗсем ун хыҫҫӑн ӑмсанса пӑхса, йывӑррӑн сывласа илчӗҫ, Ситановӗ пӗтернӗ ӗҫ патне пычӗ те ӑна тимлӗн пӑхса, ӑнлантарса пачӗ: — Паллах, вӑш ӗҫме тытӑнать, мӗншӗн тесен тунӑ ӗҫе парса яма хӗрхенмелле. Ҫав машинӑпа темле ҫамрӑк пырать, эпӗ ӑна ҫапла калатӑп: «Юратнӑ мӑнукӑм, хӑв машинупа кӑштах ярӑнса пӑхма ирӗк парсамччӗ мана», — тетӗп. — Эпӗ ҫырӑп, анчах ун ҫинчен прокурор пӗлӗ… Сире валли приказсем ҫырнӑ Седой полковник пулатӑп. Вӑл Ҫурҫӗр Ҫӗрне чи ҫывӑх ҫӗр вӗт! Ҫак область пӗтӗмӗшпех сиксе вӗрекен тем пысӑкӑш хуран пекех туйӑнать. Эпӗ сана йӗкӗлтеме шутламастӑп та! Раксем ҫинчен шухӑшлама-и мана ун чухне! Палламан ҫын шухӑшланӑ та, каланӑ: — Акӑ мӗн… Эсӗ Тетка ятлӑ пулӑн… Панин калама ҫук капӑр, чи лайӑх лион пурҫӑнӗнчен Парижри чи лайӑх мастерсем ҫӗленӗ платье унӑн хулпуҫҫийӗсемпе аллисене витмесӗр хӑварнӑ. Санӑн халӗ ҫурт пур, ҫӗнӗ интерессем ҫуралчӗҫ, малтанхипе танлаштарсан, эсӗ пачах улшӑнтӑн. Искусствӑшӑн пурне те чӑт, ӑна мӗнпур чунтан юрат, ҫӗр ҫинчи аскӑн юратупа мар, лӑпкӑ та таса юратупа юрат, унсӑрӑн ҫын ҫӗртен уйрӑлма пултараймасть, хӑйӗн искусствин чаплӑ сассипе чӗресене лӑплантараймасть. Пӗртен-пӗр ҫын! Ҫавӑнтах, нӳхрепри пек шӑплӑхра, вӑл хӑй халиччен пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ сасса илтрӗ. — Анчах акӑ эсир ӑна хӑвӑр аллӑрпа ҫырса янӑ ҫыру! Тул ҫутӑлса килет. — Ҫук, господасем, ку сӗнӳ мар, ман пуҫа килсе кӗнӗ пӗр шухӑш. Ҫав вӑхӑтра хӑйӗн юланутҫисемпе Задорожний хускалчӗ, курень пуҫлӑхӗ Вертыхвист ретсене ҫӗмӗрме тапратрӗ, Балабан килни курӑнса кайрӗ. — Кала, чунӑм, кала! Палланӑ ҫынна чавса кӑларнӑ. Анчах ҫавӑнтах шеллесе илчӗ: — Ӑна тытса вӑйпах ӳкӗнтернӗ пулсан, кайран ҫакса вӗлернӗ е персе пӑрахнӑ пулсан — интереслӗрех пулатчӗ. — Мӗншӗн унпа тухса ҫӳрес мар-ха, воин? Мӗнле-ха санӑн пурӑнӑҫ ҫав тери тирпейсӗр пулса пырать… — терӗ Тоня, унпа юнашар пынӑ май. Гусев урисене сарнӑ та пуҫне каҫӑртнӑ, тӑрнасен ҫак ушкӑнне киленсех сӑнать. 26-мӗшӗ ҫитрӗ — ҫаплах нимӗн те ҫук. Анчах вӑл, почтӑн пар лашипе ҫул ҫинче силленсе пынипе ӗшеннӗскер, монастырь патне ҫитнӗ чухне:«Кӗтесре тӑма ҫӑмӑл ӗнтӗ вӑл; ҫук, эсӗ урам тӑрӑх чупса кур-ха! Ирхине вӗсем вӑрмантан тухрӗҫ, таврара пӗр йывӑҫ та курӑнмасть. Нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Артур чӗтрекен сассипе: — Вӗсене хӑваласа кӑларсан вара Итали те унӑн чиркӗвӗ пулӗ. Ачана ҫеклӗ сӑмсаллӑ, сарлака ҫӑварлӑ, шӑлсӑр карчӑк кӗтсе илнӗ. Ну мӗнле пурӑнкалатӑр? — терӗ Печорин. …Эсӗ тата?… Хайхискер карчӑка вара кунӗн-ҫӗрӗн ҫав пӳлӗмре ҫӑрапа питӗрсе усрама тытӑнчӗҫ. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… Хӑйсем мӗншӗн кайнине те пӗлмесӗр утаҫҫӗ вӗсем, анчах Марысьӑна темшӗн хуланах каймалла пек туйӑнать. — Артур, епле ӗненес мар-ха манӑн? Ҫӑмӑллӑн тӗл пулнӑ, ҫӑмӑллӑн, пӗр йывӑрлӑхсӑр, кулянмасӑр, кулянса калаҫмасӑр уйӑрӑлнӑ, тепӗр эрнерен вара ют ҫынсем пек тӗл пулнӑ, ячӗшӗн тенӗ пек ҫеҫ сиввӗн йӑл кулса илнӗ, ниме пӗлтермен темиҫе сӑмах каланӑ. — Анна Сергеевна Одинцова кунта, сан пата ҫак, господин тухтӑра илсе килчӗ, терӗм. Аслӑ конторщик Николай Хвостов. — Кӑтартсам ӗнтӗ, Николенька, мӗн унта сан — коробка-и е ӳкерчӗк-и? — терӗ мана атте. Шур ӳтлисен какайне илсен вара, вӗсем ӑна юратсах каймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен шуррисем апата тӑварпа ҫиеҫҫӗ, тӑвар ҫини вӗсен какайне пӑсать теҫҫӗ. Ҫапла вӑл, эпӗр хамӑрӑн ӗҫсене тӗрӗсе кӑларма хамӑртан тивӗҫлӗ сӑлтавсем питех тупса кӑларма пултараймастпӑр пулсан, ун пек чухне пире пурӑнма вӗрентекен ваттисен сӑмахӗсем питӗ те усӑллӑ пулаҫҫӗ. Вӑл ура! Рада пӗчӗккӗлех тӑлӑха тӑрса юлнӑ, халь ак темиҫе ҫул хушши ӗнтӗ Ровоама хаджи патӗнче ӗҫлесе пурӑнать. Ас ту, Ольгӑна ан вӑрат эс, тесе, Тимура пӳрнипе юнаса илчӗ те, ҫырса пӗтереймен ҫырӑвне сӗтел сунтӑхне чиксе, чӗрне вӗҫҫӗн утса пӳлӗмрен тухрӗ. Итле-ха, енчен эсӗ мана ӗнентерес тетӗн пулсан, эрнерен Кисловодска пыр; ырантан тепӗр кунне эпир унта куҫатпӑр. — Мӗншӗн ун пек? — интересленчӗ мадам Альтман. Тинӗс ҫине тухса каймалли пысӑках мар суднӑна тума кирлӗ материалсенчен ҫак ҫӗршывра нумайӑшӗ ҫук. — Ҫук, ҫук! Ӑна ҫаплах ачаш туйӑмсем шухӑшлаттарчӗҫ, ун умӗнче ҫӗнӗ пурнӑҫӑн ытарма ҫук хаваслӑхӗ тӑчӗ. Ҫав ылханлӑ юрату авӑ мӗн патне илсе ҫитерет вӑл, тӗрлӗ авланусемпе туйсем ҫинчен каламалли те ҫук: Эсӗ, Ҫемушка, манӑн тусӑм, Варькӑна качча иличчен малтан ҫӗр хут шутласа пӑхсамччӗ. — Шуйттан илӗртрӗ-и тен мана икӗ сурӑха пусса пӑрахма! — ӳпкелешсе Любишкина каласа парать Куженков Семен колхозник. — Ҫав Бородин, урамра эпир ӑна Титок тесе чӗнетпӗр-ха, пирӗнпеле пӗрле вун-саккӑрмӗш ҫулта хӑй ирӗкӗпе Хӗрлӗ гвардие кайрӗ. — Калама юранӑ таран калӑп. Колхоз пухӑвӗнче сӑмах тухса калатӑн эсӗ, ун чухне вара хӑвна хӑв пӗлнӗ пек, кирек хӑш вырӑнтан та чӗпӗтме пултаратӑн, анчах халӗ чарӑн, йӗркеллӗ лар. Унӑн пушмак кӗлисем мӗнле шаклатнине илтсен, амӑшӗ вӑл чупнӑ пекех васкаса кайнине ӑнланчӗ. Ҫунса кайнӑ прери урлӑ каҫса ӗлкӗретпӗр-ши, ӗлкӗрейместпӗр-ши тесе иккӗленетӗп эпӗ. Лайка ятлӑ йытӑ тӗнче уҫлӑхне чӑтма ҫук инҫете вӗҫсе хӑпарнӑ. Ҫакӑнпа ӗнтӗ чӗрчун питӗ вӑйлӑ хӑвӑртлӑхпа вӗҫнине те чӑтма пултарать, тесе ҫирӗплетсе панӑ. Райком секретарӗ Корчагин патӗнче, хӑйӗн каҫхи лару пулмаллине манса кайсах, икӗ сехет ирттерет. Мана ку ӗҫ йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ку юмахӑн туппине пур пӗрех тупатӑп, тесе тулалла тухрӑм. Луччӗ сан мана курнӑ-курманах ҫисе ямаллаччӗ. Эпӗ тесен — чухӑн шӑмучак, мана вӑл юратмасть, мӗншӗн тесен эпӗ алхасатӑп, тата ӑна нимӗнле парне те параймастӑп… Ун чухне урамсене ним те сарман, ҫавӑнпа та унта купи-купипе пылчӑк хытса ларнӑ. Беглых, ӗҫе ҫийӗнчех хӑюллӑн татса пама юратаканскер, пӗр каланӑ сӑмах ҫинче ҫирӗп тӑчӗ, йӑл кулса ҫапла тавӑрчӗ: — Хӑв енчен эсӗ те ярса тыт. Каҫхи ҫак самантӑн темле салхурах ытарайманлӑхне путса, пурте шӑпланса ларчӗҫ. — Мӗнле, кӗртмерӗн-и? Якова ҫак ытлашши уҫӑмлӑ сасса итлеме тата ҫӳлелле, ешӗк кӗтесси пек килӗшӳсӗр ҫӗкленнӗ кӑкӑр шӑммисем ҫине, пӑхма тӳсме ҫук йывӑр пулчӗ. Вӗсем хыҫӗнчен ҫул тӑрӑх пӗлӗт пек сарӑ тусан мӑкӑрланса пырать. Лашасем тӗпӗртетни таҫта ҫитичченех илтӗнет. Лашисем хӑлхисене тӑратса чупаҫҫӗ. Чи малта, хӳрине тӑратса, лапсӑркка кӗрен лаша куршанаклӑ ҫилхине вӗҫтерсе пырать. — Кам умӗнче хуҫкаланатӑн ҫак эсӗ унта? Дэвицӑсем? «Михӗре? ӑҫтан тупрӑр эсир ку миххе?» — Тӗрӗс, — терӗ Джон Мангльс. Вакӑн сутса ҫӳрекен ҫын, ещӗкне йӑтса, ҫул урлӑ питӗ хӑвӑрт чупса каҫать те, эпир кулатпӑр. Иртнӗ вӑхӑтра ҫав элементсем халӑха хирӗҫ уҫҫӑнах ҫапӑҫнӑ тата совет саккунӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Куна эпӗ нихҫан та илтмен. «Епле хӑвӑрт!» — тейӗн эсӗ. Пире ларса пымашкӑн питех майлӑ марччӗ те, анчах сунарҫӑсем вӗсем питех тиркесе тӑракан халӑх мар. Ӑна обкома чӗнеҫҫӗ. — Ҫапла калани Луизӑна тӗлӗнтермен, вӑл хӑй тӗлӗннине ним чухлӗ те палӑртман. — Юн юхтарас килмест пирӗн… Пиртен чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен батальон тӑваҫҫӗ. Ман патӑма кӗмест те-и вӑл? — ыйтрӗ Оленин. Хуҫинчен кӑмӑллӑн мӑшкӑласа кулса, унтан кӗвӗҫсе ҫынсем Хумма кӑшкӑрса пӑрахнипе ӗҫлеме тытӑнчӗҫ; Куҫсене пулӑшать вӑл, атту япӑх куракан пулчӗҫ. — Корольшӑн. — Ҫук, ҫук! Ҫак кичемлӗх Санинӑн кашни хусканӑвӗнчех палӑрать, анчах ниме те кансӗрлемест. Унпа юнашар арӑмӗ тӑчӗ. — Ураран, — тет салтак, — анчах ҫак вӑхӑтра эсир ҫивитти хутламӗсем ҫине пӑхса илетӗр те, унӑн ури ҫуккине чухласа илетӗр. Чӗркуҫҫирен кӑшт ҫӳлерехрен татнӑ-мӗн ӑна. Пӗртте манран килмен сӑлтавпа вӑл сасартӑк хӑрах ҫуначӗ енне сулӑнса кайрӗ те, вилӗме куҫпа курма пулать пулсан, ӑна ҫав тинӗс еннелле хӑяккӑн пӑрӑннӑ ҫунат ҫинче курнах пулаттӑмӑр ӗнтӗ. …Хам та пӗлейместӗп, тепле майпа эпӗ машинӑна кӑлартӑм. Вӑл нимӗн те каламанни, унӑн ҫилӗллӗ сӑнӗ, тата куҫӗсене кӳренӳллӗн хӗссе ларни мана калама та ҫук вӑтантарса ячӗ. — Комбат юлташ, мӗн тӑратӑр ҫак эсир? Петров часах ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл харлаттарсах ҫывӑрчӗ, темскер мӑкӑртатрӗ, чӑмларӗ, тутисене чаплаттарчӗ, пӗчӗк ача пек хутланса выртрӗ. Вӑл ачасем ҫинчен, тете ҫинчен, няня ҫинчен, ҫӗнӗрен туяннӑ япаласем ҫинчен ҫырать, ҫавсемпе пӗрлех ним пулман евӗр Трухачевские аса илет: вӑл арӑм патне кӗрсе тухнӑ иккен, нотӑсем илсе килнӗ, татах сӗрме купӑс калама пулнӑ, анчах арӑм килӗшмен. Ромашов асӑрхамасӑр ҫул айккине, хӑлтӑ ҫӗре пусрӗ те мелсӗррӗн тайӑнчӗ, вӑтанчӑклӑн мӑкӑртатрӗ: — Ӗненсемӗр, яланах тав туса пурӑнӑп эпӗ сире те, Александра Петровнӑна та… — Вӑл та ҫапла тӗнче тӑрӑх ҫав юрра юрласа ҫӳрет-и? — Эсир акӑлчан-и? — ыйтрӗ вӑл Дикран. Теприн тата ачи-пӑчисем ҫуралаҫҫӗ те, ҫын вара партишӗн пачах та пӗтнӗ ҫын пулса тӑрать. Вӑл пирӗн наследственность явленийӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен обществӑн Страсбургри музейнче пулать. Мунчо ҫак хушӑра лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ. Анчах вӑл хальхинче епле улшӑнса кайрӗ! Ӑссӑр хӑрани те, курайманлӑх та унӑн сӑнарне урӑхлатрӗ, хӑй те ҫак вӑхӑтра хӑрушшӑн курӑнчӗ. Эпӗ, алӑк сулли ҫумне тайӑнса,ун ҫине куҫхаршисем айӗн пӑхса тӑтӑм. Нимӗҫсем мӗн те пулин тавҫӑрса иличчен, хирӗҫ тӑма ҫӗнӗ вӑйсем чӗнсе иличчен, пирӗн танкистсем баксене трофейлӑ бензинпа тултарса, продовольстви илсе, малалла ыткӑннӑ, вӗсем ӑҫталла каяссине нимӗҫсем пӗлсе те юлайман. Апат ҫинӗ чухне Айртон Австрали ҫӗрӗ ҫинчи тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӗсем ҫинчен вӑл питӗ аван пӗлет. Илӗр ӑна… — тесе кӑшкӑрать. Кукӑр-макӑр нумай тӑкӑрлӑкран тухсан тапӑнуҫӑсем ҫывхарчӗҫ те арсенала ҫавӑрса илчӗҫ: унӑн стенисем сӗвек те ҫирӗп. Шарӑх, кукамай йывӑррӑн утса пырать, унӑн урисем ӑшӑ хӑнӑр ӑшне пута-пута анаҫҫӗ, вӑл час-часах чарӑнса тӑрта, тарлӑ питне тутӑрпа шӑлать. Кӗҫех хӗл ларать ак… Хӗл килсе ҫитет те акӑ, пурте хӑйсемех саланса пӗтеҫҫӗ. Элле эсӗ ҫуртсем, урамсем тӑрӑх ҫӳресе ҫаратма хатӗрленетӗн-и? Одинцов хӑй пурӑннӑ чухне ҫӗнӗлӗхсем тума юратман, анчах «хӑш-пӗр чаплӑ туйӑмпа вылякаланӑ», ҫавна пула вӑл хӑйӗн садӗнчи кӳлӗпе теплица хушшинче кирпӗчрен грексенни евӗрлӗ портик пекки туса лартнӑ. Каҫхи апат ахаль те ҫителӗклех пулчӗ, ҫапах та Паганель меню ҫумне тата сӑртсен тайлӑмӗнче ӳсекен «хирти апельсинсене» хушма кирлӗ тесе шутларӗ. Ку — санӑн-и, Яков-и? Марьяна сасартӑк ахӑлтатса кулса ячӗ. Ҫырӑнса илнӗ эпӗ ӑна. Кашнинчех шӑнса кӳтнӗ, ывӑнса ҫитнӗ Наташа килчӗ, анчах яланах вӑл иксӗлми савӑнӑҫлӑ та чӗре пулчӗ. Анчах ҫавӑнтах вӑл — ҫав ҫветтуй сӑнӗ, ризи, пуп, тата ҫурта, молебӗн таврашсем — ҫавсем пурте чиркӳре кӑна пит кирлине, кунта вӗсем ӑна нимӗн те тума пултарас ҫуккине лайӑххӑн тӑнласа илнӗ. Анчах Паганель хӑйӗннех перет. Жихарев тӑрса кӗнекене хӑй сӗтелӗ патнелле ҫӗклесе карӗ, анчах чарӑнса тӑчӗ те сасартӑк кӑмӑлсӑррӑн, чӗтре-чӗтре илекен сасӑпа калама тапратрӗ: — Суккӑр йытӑ ҫурисем пек пурӑнатпӑр, мӗн тума, мӗн кирлӗ — пӗлместпӗр, хамӑр турра та, шуйттана та кирлӗ мар! Акӑ тата ҫуран ҫар салтакӗ. Ҫивчӗскер хӑй, шупкарах хӗрлӗ кӗпепе вӑл, шинельне накидка пек уртса янӑ. Пӗччен мар вӑл, салтаксемпе пӗрле, салтакӗсем, аллисене ҫурӑм хыҫне тытнӑ та, ун хыҫӗнче савӑнӑҫлӑн пӑхса тӑраҫҫӗ, вӑл француз патне пырса чӗлӗм чӗртме кӑвар ыйтрӗ. Эсӗ председатель! Сан уҫмалла! Ӗнтӗ мӗн тесен те унӑн ӗлӗкхи мӑнкӑмӑллӑхӗнчен халь нимӗн те юлман. Тем пулнӑ вара, пӗлейместӗп… Эсир унтан хӑрама пултаратӑр, мисс. Чатӑрӗ ҫинчи ялавӗ вара — юрату. Ыйхӑри сӗмленӳ унӑн ӑс-тӑнне ытларах пусса илсен, бук йывӑҫҫисем илтӗни-илтӗнми кашлани йӑлтах шӑпланса ҫитнӗ хыҫҫӑн вӑл ялти йытӑсем инҫетре вӗрнине те, юханшыв леш енче шӑпчӑк юрланине те, ҫаранта ҫӳрекен тиха мӑйне ҫакса янӑ хӑнкӑрма сассине те уйӑрса илейми пулса ҫитсен, — пӗтӗм уйрӑм сасӑсем ҫухалма пуҫласан, — вӗсем пурте, пӗр тикӗс те хитре сасӑ пулса тӑрса, кантӑкран вӗҫсе кӗнӗ те, темӗнле уҫӑмлах мар, анчах ҫав тери илемлӗ тӗлӗк евӗр унӑн вырӑнӗ тавра вӑрахчен вӗҫсе-ҫаврӑнса ҫӳренӗ пек туйӑна пуҫланӑ ӑна. Чӑнахах та, Макҫӑм урӑхла ӑнланманлӑхран шикленнӗ. Юрӑллӑ эпоссен уҫӑмлӑ сӑнарӗсене лайӑх ӑнланма, тата вӗсем чӗрене пырса тивччӗр тесен, уйрӑмах куҫпа курни асра тӑмалла, пуҫ мими витӗр курни кирлӗ, тесе шутланӑ вӑл, ачан тӗттӗм пуҫӗ халӑх поэзийӗн сӑнарлӑ чӗлхине чӗре патне ҫитерме хал ҫитереес ҫукран хӑранӑ. Нӳрӗкпе ҫунӑк шӑрши кӗрет, темле шӑп пулакан сасса та илтме хатӗр, анчах ҫак тӗлӗнмелле шӑплӑхра пӗр хускану та, пӗр сас та илтӗнмест. Нихӑҫан курман хӑрушӑ япалана курнипе чӗлхесӗр пулнӑ пек Зеб пӗр хушӑ пӗртте шарламасӑр тӑнӑ. Метис сӑмахӗсане илтсен, «эсрелӗ арҫын ачисем» хӑранипе каллех чӗтреме тапратрӗҫ. Вӗсем ҫав ӗҫе эрнекун пуҫлама хӑраса тӑни, ӑна тепӗр куна хӑварма шут пытни мӗнле телей пулчӗ. Ещӗк-вагонсем турпас пулса ванаҫҫӗ, вӗсенче ҫывӑракан ҫынсене пашалу пек лапчӑтса хурать темӗн пек хаклӑ тырӑ тӑпрапа, юнпа пӗрлешсе тӑкӑнать. Шапасем кваклатаҫҫӗ, кураксемпе чарлансем ҫывӑрас умӗн шуйхашаҫҫӗ, ҫыран кайӑкӗсем чӗвӗлтетеҫҫӗ. — Хай-йю, Аи-сто-йим-ста! — тесе Синопа ҫинҫе сассипе кӗлтунӑ. Лось еннелле пуҫне кӗскен сӗлтрӗ, йывӑҫ пусмасене пӑхса ҫаврӑнчӗ те сӗтел патӗнче чарӑнчӗ. Тул ҫутӑлса ҫитрӗ, халӗ ӗнте Мускав лайӑхах курӑнать: ҫуртсем, ҫуртсем (маншӑн вӗсем пурте вокзал пек туйӑнаҫҫӗ), темӗн пысӑкӑш юр кӗрчӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, трамвайсем сайра пӗрре кӑна иртеҫҫӗ. Каллех ҫуртсем, ҫуртсем. Полковник денщике пырса кӗрсен тин тавлашма чарӑнчӗҫ вӗсем. Ҫак хушӑра ҫил вӗрни 45° улшӑнчӗ, — апла пулмасан та, ҫаплах шутларӗ Дик Сэнд компас ҫине пӑхса. Хӳмӗ тытса ҫаврӑннӑ сӑртӑн айккисенчи йывӑҫсене пурне та ҫурт тума касса пӗтернӗ. Тункатасем ҫине пӑхсан, кунта питӗ чаплӑ роща пӗтни курӑнать. Вӑл, ирӗкккӗн сывласа, йӗри-тавра пӑхкаларӗ. — Тӗрӗсрех каласан — шуйттан ӗнтӗ, Исидора Коварубио де-Лос-Ланос ҫинчен ҫавӑн пек калани лайӑхрах пулӗ. А халӑхӗ кунта лак-туллиех. Вӑл ман ал-урасемпе пит-куҫӑма тимлӗн сӑнаса пӑхрӗ те, тутисене йӗрӗнчӗклӗн пӑрса тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. А ҫав тӗрӗслӗх тени тӗнчере чи хакли пулсассӑн?.. — Виҫҫӗн! Челкаш вӑрҫса тӑкнӑ йӗкӗт, вӑхӑтран-вӑхӑта босяк ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, ҫурма сасӑпа темскер мӑкӑртатрӗ. Ну, кашниннех «патша» пулса курас килет-ҫке-ха. Часах ӑна тӑн кӗрсе ҫитрӗ те мана тапӑнчӗ, анчах кунта вара ачасем маншӑн карах тӑчӗҫ. Хӑш чух ҫав тери курас килет ӑна. Каҫ пулнӑ-пулманах читокӑран патшана пытармалли вырӑн патнелле аслӑ урампа халӑх утрӗ. Комитетӑн малта пыракан пайӗ — Джемма, Мартини тата Риккардо — правительствӑпа обществӑна хресченсене вӑхӑтра пулӑшу пама вӑйлӑ чӗнӳ ҫырмалла тенӗ. Чӗчӗ ачи, прапорщик пуҫӗпеленех еплелле вӑл… Федоровский поручик, ҫар йӗркелӗхне ӑнланманшӑн эпӗ Ромашов подпоручика тӑват талӑк килти арест пани ҫинчен паянхи приказра пӗлтеретӗр. Эсир пит лайӑх улӑхма пултарнине эпӗ пӗлетӗп, ҫак пусма тӑрӑх чупса хӑпарасси сирӗншӗн ним те мар вӑл. Вунӑ кун хушшинче виҫҫӗр утмӑл пин пулать, уйӑхра — миллион та сакӑр вунӑ пин хускану. — Мӗншӗн-ха эсир ҫакнашкал ҫиллес, савнӑ хӗрсем? — терӗ вӑл, хӗр пичкене питӗрнӗ вӑхӑтра урисемпе кӑмӑллӑн пӗр вырӑнта пускаласа тӑрса. Яштака пӳ-силлӗ хитре Марьянка хапхаран кӗрет те, хуллине пӑрахса, ҫатан алӑкне хупса ҫаклатать, унтан, чупкаласа, килкартинчи выльӑхсене уйӑрса хупма тытӑнать. Пӗрремӗшӗ (эпӗ ӑна каярах пӗлтӗм) таркӑн капрал Бе-лобородов иккен, иккӗмӗшӗ — Афанасий Соколов (ӑна Хлопуша тесе чӗннӗ), Сибирь рудникӗсенчен виҫӗ хут тарнӑскер, унта пуҫӗпех янӑскер пулнӑ. Ҫапла вара, кӗҫӗн матроса малалла вӗренме чи лайӑх майсем тухса тӑнӑ. Ҫук, тӑванӑм, каҫар! Сергей, яланах мучирен малта пыраканскер, чарӑнчӗ те старике кӗтсе илчӗ. Унтан, апат-ҫимӗҫ сумкине Рита ури патне лартса хӑварса, хӑй вагон патне утрӗ. Унта пӗртен пӗр ҫын кӑна вилнӗ — Марко Иванов. Маркона сӑнчӑрласа Пловдив хулине ӑсатнӑ — черешнисемшӗн сӑмах тыттарнӑ ӗнтӗ… Такам ҫавӑн пирки те пӗлтерме ӗлкӗрнӗ, кам иккенӗ паллӑ мар. Алӑкран кӑчӑртаттараҫҫӗ. Пӗтӗмпех ашшӗне хывнӑ! — Мӗншӗн кӑларса ывӑтмалла, мӗншӗн апла шутлатӑр эсир? Астрономсем малтан ҫав кӗл тӗслӗ ҫутӑ мӗнле хӑватпа ҫутатнине виҫсе пӗлнӗ, вара Ҫӗр хӑй мӗнле вӑйпа ҫутатнине шутласа кӑларнӑ. Вӗсем хыр вӑрманӗпе пычӗҫ. Таврара пит те шӑп, хыр йӗпписем кӑна ҫут шӑрҫа евӗрлӗ ҫумӑр пӗрчисем ӳкнипе кантӑк пек янӑраҫҫӗ. Исай Горбов тенӗ табельщик шӑл витӗр тӳррӗнех каласа хучӗ: — Хам губернатор пулнӑ пулсан, эпӗ сан ывӑлна ҫакнӑ пулӑттӑм! Тӗтӗм сирӗлсен пӑхатпӑр та, ҫерте аманнӑ лаша выртать, ун патӗнчех Бэла; Килнӗ ҫын ҫине кӑшт ҫеҫ пӑхса илчӗ те:— Райкомран пакетпа-и? Эхер те усӑсӑр ултава айванлӑх тесе шутланӑ пулсан, ҫакна пӗтӗмпех каласа панӑ пулӑттӑм. — Пӗр самах та. Мери Джейн пуринчен те лайӑхрахчӗ ҫав, унӑн кӑмӑлӗ те ытти хӗрсен пек мар ҫепӗҫчӗ. — Ачасем, эпӗ сирӗнпе калаҫас тетӗп, — терӗ Смоллетт, матроссем ҫине пӑхса. — Эсир хӑвӑр умӑрта ҫӗр куратӑр. Кунта унӑн Хӗвелпе шайлаштарнӑ унчченхи хӑвӑртлӑхне — секундра 30 км — хушас пулать, вара чӑн хӑвӑртлӑхӗ унӑн секундра 32 км пулса тухать. Ҫак тахҫан кӗтнӗ хыпара илтсессӗнех ҫынсем пурте палуба ҫине тулчӗҫ. Ҫуралнӑранпа та эпӗ ҫавнашкал лӑпкӑ, нимӗнпе палӑрман йӑпшӑнчӑк ҫын курман; хӑй ӗмӗрӗнче пӗрре те кулса кӑтартман пулӗ вӑл. Ҫамрӑклӑх вӑл — ылтӑн, мӗн тӑвас тетӗн унпа — ҫавна тума пулать. Тепӗр самантра, ялан тап-таса тутӑрне пӳрнипе кӑшт тӗксе тӳрлетсен, вӑл пуҫне ҫӳлелле ывӑтнӑ, тӑрӑхласа, шӑтарас пек пӑхнӑ, вӑтанман, пӗтӗмпех пӗлекен усал куҫсем тӗксӗм йӑлтӑртатнӑ. Оксана вунҫиччӗ те тултарман-ха, анчах пӗтӗм тӗнчипех тенӗ пек — Диканька ку енче те, Диканька леш енче те — пурте ун ҫинчен ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Вуттине чӗртсе яма меслетсӗр хӗн, анчах тивретсен тытса тӑма тата та хӗнтерех иккен. Выҫлӑх ҫӗнтерме пуҫланӑ. «Мулкач!» — чухласа илчӗ те Юргин, аллисене хуллен ҫеҫ малалла тӑсса, кукленсе ларчӗ. Аха! Король мана темиҫе ыйту пачӗ. Вӑл ыйтусене хирӗҫ эпӗ хам пӗлекен пур чӗлхесемпе те ответлесе пытӑм. Ара, тӗрӗссипе каласан, унта мӗнле каймаллине эпӗ хам та пӗлместӗп… Епле-ха пирӗн пеккине авланма юратӑр? — Ман патӑма хӑнана кӗркелесе тух. Вӑл, хӑраса ӳкнӗскер, шартах сикрӗ те:— Мӗн кирлӗ сана, шуйттан? — терӗ хыттӑнах. Ирхине пуринчен те ир вӑрансан, — тӗлӗнмелле ҫав — эпӗ каҫхине пуҫланӑ ҫырӑвах хам ӑсӑмра малалла ҫырма тытӑннӑ. Акӑ хӑҫан кирлӗччӗ иккен Петька письмовникӗ (ҫыру кӗнеки)! Тата мӗскерле ҫын-ши вӑл Яков Шумов? Тата тепӗр хут ыйтатӑп сиртен: эпӗ сире хӑҫан та пулсан усал тунӑ-и? Мӗнле апла! Ҫак пӗчӗк ача пек хӗр те мана пӗлми ҫула тухса кайма хистет! Унтан сасартӑк эпир Орёл патӗнче тӗл пулни, эпӗ сире ҫӗрпӳртре ҫӗрӗпех каласа кӑтартса, ҫывӑрма паманни аса килчӗ… Унтан ӳпне кайса ӳкрӗ. Виҫӗ эрне хушши курман ӗнтӗ сире. Унтан хӑйӗн урӑх калаҫас килменни ҫинчен систерсе, каретӑн чаршавӗсене карса лартрӗ. Шыв хӗрринче хӑва темисем ҫатӑртатма, вӗт чулсем качӑртатма пуҫларӗҫ, — повозкӑсем каҫма тытӑнчӗҫ, чӑнкӑ ҫӗртен, мӗнле май килнӗ ҫапла, салтаксем анаҫҫӗ. — Шутлама лайӑх пултӑр тесе ултӑ пин те тӑватҫӗр тейӗпӗр. Вӑл шутран эпир утмӑл тӑватӑ километр аннӑ. Эпӗ тӗттӗм пуличченех лӑпкӑ выртма шутларӑм, кунтан ырри нимӗн те пулмӗ, терӗм. Ҫӗр айӗнче ҫавӑн пек пурӑнасси Бретаньре тахҫантанпах пуҫланнӑ. — Ӑнланатӑп. — Ку ӗҫе тытӑнас пулсан, — шухӑшлӑн та хуллентереххӗн калама пуҫларӗ вӑл, — чӑнах та пӗтӗм чунтан тытӑнас пулать… — Ӑнланатӑп. — Яков Лукич кӳлме те ӗлкӗрнӗ, эсӗ ҫаплах пуҫтарӑнатӑн-ха! Акӑ хам пӗрре чикеленсе ӳкнӗ пусма пур, акӑ тата клеенкӑпа ҫат ҫапнӑ алӑк, пӑхӑр хӑми ҫине кукӑртса «Н. А. Татаринов» тесе ҫырнӑ… Эпир пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, ыйта-ыйта пӗлтӗмӗр. Хӑрушлӑха туйса, ҫак ир вӑл хӑйӗн салтакӗсене яланхи пек мар, ытларах сӑнаса пӑхрӗ. Пирӗн хыҫҫӑн утнӑ, халь ҫеҫ килсе ҫитрӗҫ. Эпир халӗ Снеффельс тӑрринче; акӑ унӑн икӗ юплӗ тӑрри — пӗри кӑнтӑрта, тепӗри ҫурҫӗр енче; эпир халӗ тӑракан ту тӑррине исландецсем мӗнле каланине пире Ганс пӗлтерӗ. Мана вӑл хӗре курни, итлени, вӑл ҫывӑхра пулнине пӗлни кирлӗччӗ, вара эпӗ, телейлӗ темелле мар та, ҫапах та хама хам канлӗн туяттӑм. Эпӗ, ачам, йӑлтах чухлатӑп, тул енчен те, тӳнтер енчен те, пурне те! — Пурин ҫинчен те… кама курнӑ, ҫавсем ҫинчен, пӗрне те сиктерсе хӑвармасӑр! Гимнастёрка кӗсйинчен красноармеец кӗнекине туртса кӑларса, Лозневой унӑн малтанхи листине пӑхрӗ, хӑйӗн пулас хушаматне хӑй ӑссӗн тепӗр хут вуларӗ. Анчах ун чухне эпӗ ҫакна нимӗн те ӑнланман, ман ӑшӑмра мӗн-мӗн пулса иртнинчен пӗрне те ятран чӗнме пӗлмен, чӗнме пӗлес пулин те, йӑлтах пӗр ятпа — Зинаида ячӗпе чӗннӗ пулӑттӑм. Санӑн, тусӑм, мана пирӗн районта Черкасова движенине организацилесе парас пулать. Пӗр ҫӳлӗ сӑрт пӗлӗтелле виҫӗ пин фут ҫӗкленсе ларать. Хӗрлӗ жид пысӑках мар куркапа темле эрех ӗҫрӗ, кӗске сӑхманне хывса хучӗ, урине чӑлхапа пушмак тӑхӑннӑран хӑй кун хыҫҫӑн чӑх чӗппи евӗрлӗ пулса тӑчӗ, вара хӑйӗн жидовкипе шкаф пек япала ӑшне кӗрсе ҫухалчӗ. — Час ҫитетпӗр-и, э? Ачсемӗр? — пӗрмаях пӑшӑлтатса пырать вӑл. — Вӑрлӑх илме килнӗ. Мӗн тухассине пӗлместӗп; эпӗ хӗрес пама ыйтса ҫыртӑм, урядник тума иртерех-ха. Хаклӑ Зеб, маншӑн, уншӑн, хамӑр туслӑхшӑн ҫавӑнта кайӑр, хӑвӑртрах кайӑр. Садри ҫулсем ҫине кӑчӑртатакан вӗт чул сапса тухнӑ, айккисене пысӑк кӗрен раковинӑсем лартнӑ. Халӗ ӗнтӗ, Джим, кайма та пултаратӑн, — терӗ вӑл, малтанхи пекех манӑн алла хытӑ чӑмӑртаса. Вӑрман пуш-пушӑ туйӑнать. Манран вичкӗнтереххисем те пур. Мӗнле, Иван Никифорович, кайӑпӑр-и? Унта халӗ питех те ырӑ компани пуҫтарӑннӑ!» — «Кӗрӗр, тухтӑр господин!» — тет вӑл. Часах килетӗп. Артамонов куҫӗсене уҫрӗ, икӗ хура кӗлеткепе пӑкӑланнӑ алӑк ҫинелле пӑхса, чавсисем ҫинче ҫӗкленчӗ. — Юрать эппин: малтан килтӗн, малтан вӗҫетӗн. Бланк ҫинче темиҫе татӑк сӑмах: «Повеҫӗ хӗрӳллӗн ырларӗҫ. Анчах мӗн тума вӗлертӗн? — тесессӗнех ӑнланса илчӗ. Анчах ҫав ҫыран хӑйсене мӗнле инкексемпе хӑратнине туйса илесчӗ вӗсен! Татах та тӗлӗнмелле: ҫак сасӑ илтӗнсен, койотсем тапӑнма чарӑнчӗҫ. — Ӑсра шухӑшласси ӗҫлесе чӑрманассиех мар-ҫке, эпӗ ҫӗр аллӑ ҫул чаврамӑр тесе шутлама та пултаратӑп. Тен вӑл, шӑпа тӗрӗсмарлӑхӗпе кӳреннӗскер, ыттисене, пурнӑҫ шӑпи телейсӗре хӑварнисене, хӳтӗлеме кирлӗ пек хӗҫпӑшал ҫӗклӗ, вара эпӗ те, суранланса пӗтнӗ ватӑ салтак, ҫак ҫутӑ тӗнчере усӑсӑр кун-ҫул ирттермӗп…» Никам пек те мар тӳррӗн, уҫҫӑн, вӑл мана хӑй утма пуҫлани пилӗк кун ҫеҫ ҫитни ҫинчен, унччен виҫӗ уйӑха яхӑн вырӑнпах выртни ҫинчен — аллисемпе урисем ӗҫлеми пулни ҫинчен каласа пачӗ. — Аван, — терӗ Мак – Набс. Пӑх ман ҫине. Ҫитменнине, ҫав вырӑнсенче Орлик хӑйӗн бандипе ҫапкаланса ҫӳрет… Урине лаша ҫине утланнӑ чухнехи пек сарса янӑ». Стена урлӑ чи малтан камӑн та пулин пӗрин каҫмаллаччӗ, унтан, шалта чикмек тупса, ыттисене каҫма памаллаччӗ. Вӗсенчен пӗрне доктор вӑрӑ-хурахсен аллине ан ҫаклантӑр тесе, киркӑпа ҫапса ҫӗмӗрчӗ, теприн ҫине пурте вырнаҫса ларса, утрав тавра Ҫурҫӗр бухтине кайрӑмӑр. Илтмен, тет! Ҫав пулас тӑван ҫӗршывра вара — эпӗ кӑна ӗненсех тӑратӑп, — мана никам та ҫӗршыва сутакан тесе каламӗ», — тенӗ вӑл. Апатланнӑ чух Даша инке хамӑра Энскран тухса кайнӑ вӑхӑтран пуҫласа пӗтӗмпех каласа пама хушрӗ. Суратӑн ҫеҫ вӗсем ҫине, кайран вара уйӑрса кӑна ҫитер — куҫ умӗнчех пӗри теприн япалисене вӑрлать. Эпӗ сана Кроу йӑхӗн пуҫлӑхӗпе вӑрҫса ӑна ҫав ҫӗмрен йӗппипех вӗлерни ҫинчен ҫеҫ калатӑп. — Ҫапла, — терӗ Паганель, вӑрӑм урисем ҫинче тӗреклӗн тӑрса. — Хуҫасса эпӗ хуҫрӑм… Анчах эпӗ хуҫнине тӳрлетес тесен, вӑл платникӗн ӗҫӗ, сирӗн мар. Елена йӑл кулчӗ. — Халь ӗнтӗ вӗсем вырӑнне ху кӗрсе лар! — хушрӗ Тимур. Пӑхӑр-ха эсир, мӗн шухӑшласа кӑлараҫҫӗ ҫынсем! Анчах нумай вӑхӑт иртмен, хӗвел ҫинче типсе юлнӑ тӑвара турттарса пӗтернӗ те, тӑвартан тасалнӑ кӳлӗн ҫыранӗсем пушанса юлнӑ. — Эсир мӗнле шухӑшлатӑр ҫавӑн пирки, Бенедикт пичче? Сӗт сутма кайнӑ хӗрарӑмсем, аманнисене вырӑн парса, саксем ҫинче ҫӑт-ҫӑтрах ларчӗҫ. Кам турра ӗненет — вӑл ҫӑлӑнать, — тесе хушса хучӗ вӑл сассине шӑплантарса. — Ҫур дюжина ҫурта ҫухалнӑ — акӑ мӗн! — Ну! — терӗ ун хыҫҫӑн Гро-Ален. Тимлӗхӗ унӑн кӑшт яка мар тарах пулса тухрӗ. — Эпӗ ыранах ун валли йывӑҫран мар, шӑмӑран ҫӗмрен тума тытӑнатӑп. Ну, эпӗ каларӑм вӗт сире… юрӗ терӗм. Тепӗр чухне, хӑна пӳлӗмне пӗччен тӑрса юлсан, Любочка пӗр-пӗр авалхи кӗвве калас-тӑк, ирӗксӗрех кӗнекене хуратӑп та балконӑн уҫса хунӑ алӑкӗнчен ҫӳлӗ хурӑнсен усӑнса тӑракан кӑтра турачӗсем ҫине пӑхатӑп, ку туратсене каҫхи мӗлке хупласа илет ӗнтӗ, таса тӳпенелле тинкеретӗп, ун ҫине сӑнаса пӑхатӑп-пӑхатӑп та, сасартӑк тусанлӑ сарӑрах пӑнчӑ курӑннӑ пек, унтан каллех ҫухалнӑ пек пулса каять; вара залри музыкӑпа, хапха чӗриклетнине, хӗрарӑмсен сассисене тата ялта кӗтӳ антарнине итленӗ май, эпӗ сасартӑк Наталья Савишнӑна, аннене, Карл Иваныча аса илетӗп те, ман пӗр минута ӑш вӑркаса каять. Эпе пӳрте е, хуралҫӑсем калашле, двореца (патша ҫуртне) кӗтӗм. Кӑвайт ялкӑшсах ҫунать, ун тавра сӑн-сӑпатсӑр мӗлкесем ҫулӑмӑн савӑнӑҫлӑ вӑййине сӑнаса чӗтресе тӑраҫҫӗ. Нумай ҫул хушши кунсерен асаплантарни вӗт ку… Унӑн сасси тӑрӑх Алексей вӑл темшӗн пӑшӑрханнине е ҫав тери ерҫменнине ӑнланчӗ, анчах ҫапах та вӑл Алексей хӑйпе телефонпа калаҫнӑшӑн питӗ хӗпӗртерӗ, ҫак кунсенче ӑна хӑйӗн хваттерӗнче пурӑнма хушрӗ. Эпӗ халь госпитальте казармӑри йӗркесемпе пурӑнатӑп, ҫавӑнпа эсир никама та кансӗрлеместӗр, терӗ. Манӑн куҫсен умне тахҫан ӗлӗк ҫак вырӑнта пулса иртнӗ трагеди тепӗр хут тухса тӑрать. Манӑн куҫ умне Саваннӑра юрӑ мӗкӗрсе тата ром ӗҫсе вилнӗ кӑвак сӑн-питлӗ вӑрӑ-хурах курӑнса каять. Кунта вӑл хӑй аллипе ултӑ ҫынна вӗлернӗ. — Ҫук, сэр, — ответлерӗ ӑна капитан. Старик кулса янӑ, унӑн ванчӑк шӑлӗсене курса, Фоман ҫивӗч шухӑш вӗлкӗшсе кайнӑ: «Нумай этеме кӑшланӑ пуль эс»… — тесе илнӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче… Хӑвӑр ҫуртӑрсемпе ҫемйӗрсене хулана таврӑннипе мар, кунта ҫирӗп тӑнипе кӑна ҫӑлса хӑварма пултаратӑр эсир. Нимӗн те чӗнмесӗр, хуллен хумханакан шыв ҫине пӑхса, Артур унӑн сӑмахӗсене лӑпкӑн та тимлӗн итлесе тӑчӗ. — А! эсир-ҫке, герр Ситников, — тере Базаров тротуар тӑрӑх утса: — мӗнле майпа лекрӗр кунта? Юлӑр, пӗрле каҫхи апат ҫийӗпӗр — халӗ пурпӗрех вӑхӑт ӗнтӗ. Вӑл унпа пуринчен ытла ирсерен садра е картишӗнче тӗл пулнӑ; Базаров ун патне пӳлӗме кӗмен, Феничка хӑй те унӑн алӑкӗ патне пӗрре ҫеҫ — Митяна шыва кӗртме юрать-ши е ҫук-ши? — тесе ыйтма анчах пынӑ. Тата кӑшт ҫеҫ вӑй хурса мекӗҫленмеллеччӗ, вара ҫеҫенхир ҫӗнтернӗ пулӗччӗ. Оливка йывӑҫӗсен вӑрманӗ витӗр тухнӑ хыҫҫӑн пӗр сехетрен эпир святой Виценцо гавӑнӗ патне ҫитрӗмӗр. Икӗ асав шӑл унӑн аллине тирӗнчӗҫ, малтан кӑшт кӑна тирӗннӗччӗ, унтан вара хытӑран та хытӑрах тирӗне пуҫларӗҫ: кашкӑр хӑй нумайранпа кӗтнӗ апата ҫыртса илес тесе, пӗтӗм вӑйне пухрӗ. Ман вулакансем революцичченхи вӑтам шкулсенче вӗренмен, ҫавӑнпа вӗсем гимназистсемпе реалистсем пӗр-пӗрне мӗнле йӗрӗнсе пӑхнине те пӗлмеҫҫӗ. Ален! — Ҫав тери, — терӗ Валя, — ҫав тери… Вӑл мана хӑйӗн кравачӗ ҫине сарса парасшӑн пулчӗ, анчах та эпӗ сартармарӑм, урайне выртрӑм. Койкӑсем тем чухлехчӗ, анчах та эпӗ урайӗнче ҫывӑрма юрататӑп. Выртсан ҫӳлӗ пӳлӗм тата ҫӳлӗрех курӑна пуҫларӗ. Йӗплӗ хулӑ ҫырмине тӗтре карса илчӗ. Вӑл, кӑкӑр туллин сывласа, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах утать; хӑй сасартӑк ҫаврӑнса пӑхас пулсан, ачан сӑн-пичӗ темӗнле ӑнланмалла мар улшӑннине асӑрханӑ пулӗччех ӗнтӗ. Кирек мӗн тӑвӑр та, ҫылӑха хам ҫине илместӗп… Юлашкинчен, кӑнтӑрла иртни пилӗк сехетре, шурлӑхлӑ вырӑн тинех хыҫала юлчӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем тӑмлӑ ҫӗр ҫине тухрӗҫ, анчах та хытӑ сий айӗнче шурлӑх пурри туйӑнсах пычӗ-ха. Анчах никам та тавӑрса каламарӗ. — Тӗрӗс, ҫӑмӑлтарах ҫав. Манӑн чунӑм уҫӑлатчӗ — эпӗ унпа ӑслӑ тусӑмпа, кӑмӑллӑ вӗрентекенӗмпе калаҫнӑ пек калаҫаттӑм… унтан вӑл мана ӑнсӑртранах пӑрахса каятчӗ, алли каллех мана аяккалла сиретчӗ — ачашшӑн та ҫемҫен пулин те, ҫапах сиретчӗ. Ун айӗнче ылттӑн тӗслӗрех ҫӳллӗ те тӑсмака лаша, хӳрине акӑлчанла кӗске хӑварса каснӑ. — Калле таврӑннӑ хыҫҫӑн ӑҫта кайса кӗрӗп эпӗ? Ҫакнашкал ӳкерчӗклесе хӑварнӑ Соломон патшана Иосафат, Ахилуд ывӑлӗ, ҫав вӑхӑтри историк. Темӗнле майпа вӑл пӗчӗк юхан шыв хӗррине ҫитсе тухрӗ. Пурте вӗсем пӗр пекех сӑваплӑ, пӗр пекех ятсӑрсем пулнӑ, кил хуҫине, Антонина Ивановнӑна, ҫӳллӗ те хытанка хӗрарӑма, пӑхӑнса тӑнӑ. Унӑн арӑмӗ сывлӑша сӑмсипе вӑйлӑн туртса илсе: — Пурте сывлӑхлӑ, ҫӗр ҫӑтманскерсем… — терӗ. Гусев мӗн те-тӗр ыйтсан — тӳрех пурнӑҫлать, ун ҫине ялтӑрми тӗксӗм куҫӗсемпе пӑхать. Полицейски, ҫынсем хӑй ҫине пӑхнине кура, хӑйӗн авторитетне упрасси ҫинчен кӑна шухӑшланӑ. — Юрӗ, — тенӗ вӑл, кӗсьинчен хуралса пӗтнӗ пӗчӗкҫеҫ кӗнекипе карандаш татӑкне кӑларса. Фокана качча тухма ирӗк ыйтас тесе, асатте патне вӑл хӑех хӑйса кӗрет. Асатте вӑл качча тухасшӑн пулнине пархатарсӑрлӑх вырӑнне йышӑнать, ҫиленсе каять те мӗскӗн Наташкӑна айӑпласа ҫеҫенхирти яла выльӑх пӑхма ярать. — Эсӗ пирӗнпе провал патне уҫӑлса ҫӳреме пыратӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран. Мана сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн, хуҫа манран ҫийӗнчех ҫывӑрнӑ чухне эпӗ мӗншӗн ахаль чухнехинчен урӑхла курӑнни ҫинчен, ҫакӑ вара мӗне пӗлтерни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Вӑл тухса кайрӗ. Хӗлле эсӗ, шуйттан ывӑлӗ, пачах ӗҫлемерӗн, ҫуркунне ӗҫлемерӗн, чире петӗн, халӗ те кирлӗ пек ӗҫлесшӗн мар. — Эпир таркӑнсем. Кӳршӗ лавкинче ҫемҫе, пылак сасӑ кӗрлесе тӑрать, тӑнтан яракан сӑмах юхса ҫеҫ пырать: — Эпир, тӑванӑм, сурӑх тирӗпе мар, атӑсемпе мар, ылттӑн-кӗмӗлтен те аслӑрах турӑ тивлечӗпе сутӑ тӑватпӑр, ӑна нимле хак пама та май ҫук… Макариха сӗтел хушшине ларчӗ, сӗтел ҫитти ҫине пӗр ывӑҫ тӗрле тӗслӗ нимӗҫ пӑрҫи кӑларса хучӗ. Кай, намӑссӑр! — Ҫапла ҫав, эпӗ унта ӗҫлеме шухӑшлатӑп. Тепӗр кунне Павел урамра кӗпӗрнери Чека председателӗ Жухрай алӑ пуснӑ приказа курчӗ. — Анчах каҫарӑр-ха, — терӗ адвокат, — факт эсир мӗн калаҫнине хирӗҫлет вӗт. Епле тутлӑ-ҫке! Пӗр ҫӑтӑм шыв манӑн типсе хӑпаланнӑ тута-ҫӑварӑма уҫсах ячӗ. Ҫавӑн пек калаҫнине илтсен, кам хӑрамӗ? Ас ту, атте таврӑнсан кӑтартӗ-ха сана! Ӗҫсӗр аптранӑскерсем. — Мӗнле сӑмахсем каларӑн вара? — ыйтрӗ Дымов. Лизиазира тӑвӗсен хушшинче Кӗтӳҫе ӗненекенсем Сӑваплӑ Урата тӑваҫҫӗ (ун айӗнче усал выртать). Унтан вӑл, пӗшкӗнсе, темиҫе утӑм ярса пусрӗ те, уҫӑ кантӑк умне ҫитсе тӑрса, пӳлӗмелле кармашса пӑхрӗ. «Чӗлхӳ санӑн ҫирӗп, ҫынни те эсӗ ӑслӑ вара», тесе шухӑшларӑм эпӗ. Ҫурҫӗр ҫитес умӗн хунар тытнӑ ҫын пӳлӗм тӑрӑх утса иртрӗ, хӑй ятне каларӗ те тӗрме тунӑ пӳлӗме уҫма хушрӗ. Уяр каҫсенче тӳпе тулли ҫап-ҫутӑ ҫӑлтӑр, эпир месерле выртнӑ та вӗсем ҫипе пӑхса тавлашатпӑр: кам та пулин тунӑ-ши вӗсене е хӑйсемех пулса кайнӑ? Пурне те! Халӑх чӗнмесӗр секундсем шутланине сӑнанӑ. Ҫак шӑплӑхра Робертсӑн савӑнӑҫлӑ сасси янӑраса кайнӑ: — Эпӗ каларӑм сире, унӑн икӗ алли те пӗр пекех хӑватлӑ, терӗм. Пуҫтахланнӑ чухне шутлаттӑм вара эпӗ: малтан эсӗ ҫакӑн, кайран — эпӗ… Пире эсир, тӑванӑмӑрсем, тутӑ пурнӑҫпала улӑштартӑр!.. Пирӗн хушшӑмӑрта хысна шучӗпе вӗренекен, сӑпайлӑ, питӗ пултаруллӑ та тӑрӑшуллӑ ҫамрӑк — Оперов студент пур, вӑл аллине панӑ чухне пӳрнисене пачах авмасӑр тата вӗсемпе нимӗнле хускалу та тумасӑр хӑма пек тӑсса парать, ҫавӑнпа мыскараҫӑ-юлташӗсем хӑшпӗр чухне ӑна хӑйне те ҫапла ал параҫҫӗ, кунашкал ал парассине «хӑма таткилле пани» теҫҫӗ. Володя хӗлӗпех, мӗн ҫуркунне ҫитичченех, Дубковран уйрӑлма пӗлмерӗ (Дмитрипе вӗсем пӗр-пӗринчен сивӗнсе писме пуҫларӗҫ). — Эпӗ-и? — тепӗр хут ыйтса илчӗ те Челкаш, кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн: Пулӑҫӑ эпӗ… — тесе хучӗ. Ҫапах та ҫав чикӗрен ӑна тата хӑватлӑрах вӑй малалла хӑвалать, ҫавӑнпа вӑл, ҫурма чӗрӗскер, вӗҫленми, пушӑ коридорпа сӗтӗрӗнсе пырать. Вӗсемпе усӑ курса эпӗ утрав ӑҫта вырнаҫнине пӗлтӗм. Тепӗр сехетрен хӑнасен ушкӑнӗ сахалланать. — Манӑн чӗре сывӑ мар-ҫке! Урине пир тӑла чӗркенӗ май, вӑл ҫапла каларӗ: — Пӗлтерме кирлӗ мар, хаклӑ юлташӑм, эсӗ мӗншӗн килнине хамах пӗлетӗп, — терӗ. — Ку мӗне пӗлтерет-ха тата? Юлашки карчӗ кӗпине ҫӳлелле кӑнтарса «патша» ҫине выртсан, Мануйлиха аллине ман енне тӑсрӗ. Вӑл, хӑйӗн урисене йӗпсем тирнӗ пек тата ача аллисем евӗрлӗ шыҫмак алли пӳрнисене стенасем ҫунтарса тӑнӑ пек, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтре-чӗтре илчӗ. Сӗтел ҫинчи пӗчӗкҫӗ карлӑк ҫумӗнче, пин-пин япаласем хушшинче, ҫакмалли ҫӑраллӑ ҫӗлесе тунӑ портфель тӑрать, пӗчӗкҫӗ уҫӑ ҫавна юрамасть-ши тесе, тӗрӗслесе пӑхас килчӗ. Вӑл Радуба хӗҫпе хулпуҫҫинчен ҫапрӗ. Телейсӗр Генри ҫухалчӗ, шутлаҫҫӗ вӑл… Юлашкинчен вӑл тавӑрӑнма пултарать, вара пурте чиперех пӳлӗ. Анчах почта ҫӳрет-ха. Уэлдон миссиспа Дик Сэнд каллех карапран аяккалла кайса пыракан вельбота тинкерсе пӑхма пуҫларӗҫ. Хӗрарӑм каланӑ ӑшӑ сӑмахсем ун шухӑшӗсене сирсе ячӗҫ. Акӑ тата француз офицерӗсем пухӑнса тӑнӑ, вӗсен хушшинче пирӗн кавалери офицерӗ тӑрать, ҫамрӑк-ха вӑл, француз парикмахерӗсем калаҫакан чӗлхепе яра парать вӑл. — Канма яр вӗсене. — Лайӑх хускатать! — пӑшӑлтатса илчӗ Гусев, куҫне хӗссе. Ҫак калаҫу хыҫҫӑн Павел кӗпӗрнери комсомол комитетне «Корчагина унпа Комитет хӑй пӗлнӗ пек усӑ курма яратпӑр» — тесе ҫырнӑ хутпа пырса ҫитрӗ. Анчах ҫакӑ питех те пысӑк йӑнӑш пулнӑ. Джиан Баттиста та ҫавӑнтах йӗрсе тӑрать, унӑн куҫҫулӗсем кӑвакарнӑ сухалӗ ҫине юхса аннӑ. — Тӗрӗс, Любобратич пек пӗр ҫын кӑна пулсан та, пирӗн ӗҫсем урӑхла кайнӑ пулӗччӗҫ… эпӗ хам та ун ушкӑнне кӗнӗ пулӑттӑм, — терӗ Смион хаджи. Амӑшӗ шӑппӑн кулчӗ, хӑй ҫинчен ҫавӑн пек калаҫни ӑна килӗшрӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те. — Шӑллуна кам вӗлернӗ вара? — ыйтнӑ сасартӑк Артамонов. — Эхе-эй! — кӑшкӑрчӗ Алексей, машина хӑрӑмӗпе вараланнӑ юр ҫинче, тӑшман виллисем хушшинче лараканскер. «Тухатмӑш ман ҫуртран пӗр вунӑ ҫухрӑмсенче ҫеҫ пурӑнать… чӑн-чӑнни, чӗрри, Полесье тухатмӑшӗ!» Унӑн ӑна вӑл хӑй никам ҫумӗнче те хисепленсе тӑманни ҫинчен, йӑлӑнтармӑш марри ҫинчен тата каччӑсене савакан хӑйӗн хӗр-тантӑшӗсенчен пӗртте ытларах ыйтманни ҫинчен питӗ пӗлтерес килнӗ, анчах тытӑнса тӑнӑ. Ҫапла ҫулталӑк ытла иртнӗ. Чӳречесенче ҫутӑ пуррине курса (пирӗн хваттер залӗнче, гостинӑйра ҫутӑччӗ), унтан ҫынсем тухаҫҫӗ пуль тесе, крыльца умӗнче темиҫе извозчик тӑратчӗ. Асту — урапа айне ан ту… «Вальдек» ҫинчен ҫӑлӑннисем ыттисем те ҫаплах каларӗҫ. Эппин, епле майпа ҫав хут каллех ун аллине лекнӗ? «Ара вӑл бусурман вӗт-ха: турӑ та, турӑ кӗнеки те бусурманпа ҫапӑҫма хушать». Эпӗ санран ҫакӑн пек сволочь пуласса кӗтменччӗ. — Табак бун, — тет шупкарах хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ салтак, пӑхса тӑраканнисем пурте йӑл кулаҫҫӗ. Ялти ҫынсем пӗлмен пулсан, эсир ман патӑма вӑрттӑн килсе кӗнӗ пулсан, — хӑрушшине пӑхса тӑмӑттӑм, пытарса усрӑттӑм. Ку вӑл — ҫав тери пысӑк подвиг-ҫке! Иконин университета вӗренме кӗне-кӗнех, паян вӑл ҫӗвви тӑрӑх ҫинҫе хӑю тыттарнӑ шӑлаварпа, шӑлаварӑн усса янӑ пӗҫҫи аттине йӑлт хупласа тӑрать. Иконин ҫӳлти сак ҫине ларнӑ та хыттӑн ахӑлтатать, хӑй Парнас тӑвӗ ҫинче тесе кӑшкӑрать. Тутанса пӑхрӗ те вӑл, ҫамкине пӗркелентерчӗ:— Ваше благородие, ака мӗн: ырӑ тӑвӑсӑрччӗ мана, — пӗр стакан эрех тултарса пама хушӑр-ха; чей тени вӑл пирӗн казаксен ӗҫмеллийӗ мар, — терӗ. Вӑл та кӑрккасен енне тарӑн философиллӗ шухӑшпа пӑхса, вӗсене асӑрхаса тӑрать. Кӑрккасене асӑрхаса тӑрать тени кунта, шет, вырӑнлах та мар пуль-ха — ҫак ухмах кӑркка ушкӑнне кӑна мар, тата тем-тем курать: унӑн хӑрах куҫӗ тухӑҫалла, тепри анӑҫалла пӑхать. «Кунтан тасалсан авантарах пуль», — терӗ. Ӗҫне тума вӑхӑт ҫитиччен Джекӑн мӗскӗн амӑшне хӑратса пӑрахма пултаракан пӗр сӑмаха та каласшӑн мар-ха вӑл. Ҫав вӑхӑтра вара лавсем хыҫӗнче чи кайра тӑракан корсунецсем, пӑшал пульли ҫитессине курса, хӑй тӗллӗн перекен пӑшалсенчен пӗр харӑс пӗрсе ячӗҫ. Пиратсемпе тӗл пуличчен пӗр сехете яхӑн маларах эпӗ тӗрлӗ виҫевсем туса хамӑр ҫурҫӗр широтин 46 градусӗпе хӗвелтухӑҫ долготин 183 градусӗнче пулнине пӗлтӗм. Чӑннипе илсен, вӑл хиреҫӳ те мар, харкашу та мар, уйрӑлни евӗрлӗ пулнӑ. — Джон Мангльс унчченех утрав ҫине темиҫе ещӗк консерва, кирлӗ пулакан савӑт-сапа, тарпа пулькӑсем ҫителӗклех куҫарса хунӑ. Кун пек никам та калама пултараймасть!!! Ну, Франци тата? Эпӗ француз, ҫавӑнпа та пӗлесчӗ манӑн, — кам аллинче-ши эпӗ. — Тӗрӗс-и, ҫук-и, эпӗ пӗлместӗп, анчах ку шухӑшпа мансӑр пуҫне никам та килӗшесшӗн мар; эпӗ хам ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслине ҫирӗппӗн ӗненетӗп тата эсир ҫакна ӗненни пирки те иккӗленместӗп. Ҫитменнине тата ҫак алӑ чуптӑваслӑх йӗрӑнтерсе ҫитерчӗ мана (теприсем пур тӳрех ура умне тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ те пӗтӗм вӑйранах ман атӑсене ҫуласшӑн талпӑнаҫҫӗ). — Мӗн енчен? — Кама пытаратӑн, ачам? — ыйтрӗ кокарда вырӑнне хӗрлӗ лентӑллӑ папаха тӑхӑннӑ пӗр ватӑрах кӑна ҫын. — Ҫакӑншӑн каҫарас ҫук вара хама нихҫан та: шуйттанӗ илӗртрӗ-и мана крепоҫа пырсан хам мӗн илтнине йӑлтах Григорий Александровича каласа памашкӑн; вӑл кулкаларӗ — чееччӗ хӑйне кура! — ҫав вӑхӑтрах мӗн те пулин тума шутласа та хунӑ. — Америка, — терӗ Толине, — вӑл икӗ пая: Ҫурҫӗр Америкӑна, Кӑнтӑр Америкӑна уйӑрӑлать. Санин пек телейлӗ ҫын тӗнчере пулман, анчах ӑна ку телей мар, пӗр ыйту, пурнӑҫ ыйтӑвӗ, хӑрушӑ ыйту канӑҫ памарӗ: мӗнле майпа сутӗ-ха вӑл хӑй именине, май килнӗ таран хӑвӑртрах та май килнӗ таран хаклӑрах? Килнӗ ҫынна паллайрӗ-ши вӑл, паллаймарӗ те-ши, пӗлме ҫук, анчах ҫапла пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн та хапӑл пулмарӗ. Пӗлӗтсенчен тасалнӑ тӳпӗре тахҫанах хӗвел ялкӑшать, вӑл хӑйӗн пӗтӗм тӗнчене пурнӑҫ кӳрекен ӑшӑ ҫуттипе ҫеҫенхире ҫутатать. Динго тӗксӗм сарӑ тӗслӗ ҫӑра ҫӑмлӑ, сӑмси ҫинче шупка пӑнчӑсем пур, хӳри ҫӑмламас, арӑсланӑнни пек вӑрӑм та хытӑ. Планета сапаланса кайма пултарасси ҫинчен фактсемпех кӑтартса панӑ пулсан та, хирӗҫӳ чӑнласах пуҫланнӑ пулӗччӗ. Эх ҫав Рада, вӑл ман пурнӑҫӑн юлашки сехечӗсене йӑлт пӑсса хучӗ. Эпӗ хам урамсем айӗнче урлӑ-пирлӗ выртакан тарӑн варсене куратӑп: тусен хушшинчи тарӑн хӑвӑл хушӑкӗсем — пусӑсем пек, кӳлӗсем — пӗвесем пек, пысӑк ҫырма шывӗсем — пӗчӗк ҫӑлсем пек анчах курӑнса выртаҫҫӗ. Ӑнланатӑр-и, мӗн тери хӑрушӑ? Темиҫе утиялпа тата хӗҫпӑшалсемпе пӗрле вӑл кутамкасем экспедицин мӗнпур багажӗ пулса тӑчӗҫ. — Мӗнле-ха вара эсӗ пулӑҫӑ пулатӑн, санӑн кимӗ те юсавлӑ мар вӗт? — Уйрӑл! Ан ҫыпӑҫ… — тесе нумайччен ҫавӑратчӗ ӑна Ситанов. Анчах ҫав тӗттӗмлӗх суккӑр куҫне курӑнакан асамлӑ мӗлкесемпе лӑках тулса ларнӑ. Ку Том мар-ҫке, Сид! Ривэра та ӑна текех пӳрен ҫапас мар тесе шутланӑ. Натальйӑна пурӑнма кичем пулнӑ. — Пӗлетӗп эпӗ сана, — тепӗр хут каларӗ Нагульнов. Ҫавна сиснӗ хыҫҫӑнах вӑл та ҫаран тӑрӑх чупрӗ, Стефчова хӑваласа ҫитсе сюртук аркинчен ярса илчӗ, ҫапла тытса вӑл хӗрачана тарса ӗлкӗрме пулӑшасшӑн пулчӗ. Пӗр ҫур сехетрен вӗсем каллех пысӑк пӳлӗме, аллисене ҫыхнӑ ача хӑйӗн шӑпине кӗтсе тӑнӑ ҫӗре, тухрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн мӗнле-ха фаталист пулса каяс мар тейӗн! — Алли кукӑр, тетӗп. Марыся чи малтан тӑна кӗчӗ, ватӑ господин ури патне ӳкрӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Познаньрен эпир, ырӑ ҫыннӑмӑр, Познаньрен! — Кун пек ӗненӳ сирӗн-и е хаҫатӑн-и? — Паллах, манӑн. Ытла капӑр та якатса тунӑ пек чечен курӑнать вӑл: вӑрӑм куҫхаршиллӗ, илемлӗ тута-ҫӑварлӑ, пӗчӗк алӑ-ураллӑ. Эпир, паллах, ӑна туртса кӑлараймарӑмӑр, вӑл пире хӑй Иллинойса ывӑтса янӑ пулӗччӗ. Типшӗм мастеровой, шӑршӑ кӗнинчен пӑхсан тир тӑваканскер, тӑрӑхласа:— Чертенок-и? Айтурух, Ниловна! — терӗ вӑл унтан сасартӑк, амӑшӗ ҫине ӑслӑ куҫӗпе пӑхса кулса. — Эсӗ те пӑлхав тума кайрӑн-и? Ырӑ капитан ҫакна пула тата пичче хӗпӗртенине кура пӑрахут ҫине лартса кайнӑшӑн пиртен икӗ хак сӑтӑрса илчӗ, анчах эпир ун пирки ытлах шухӑшласа та тӑмарӑмӑр. Мана унта, салтӑнмалли пӳлӗмре, чи малтан куракан ҫын Ромашка пулчӗ. Вӑл пӑлансене вӗлерекен пулнӑ, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Корвет капитанӗ король флочӗн лайӑх офицерӗсенчен пӗри шутланнӑ дю-Буабертло граф, святой Людовик орденӗн кавалерӗ, унӑн помощникӗ — де Ла-Вьевиль шевалье. Лоцманӗ вара Джерсей утравӗнчи шкиперсенчен чи ӑста шкипер Филипп Гакуаль пулнӑ. Унсӑр пуҫне, чурасене сутма чаракан саккун пӗр енлӗ ҫеҫ пулнӑ. Ытлашши хытӑ йӗркесем тӑватӑр! — ҫухӑрашса илчӗ тахшин хӑйӑлтатакан сасси. Аркадий ирӗксӗррӗн кулса ячӗ. Базаров, анасласа илчӗ те, вара ҫул тӑршшӗпех ҫӑварне тек уҫмарӗ. — Хӑҫан таврӑнтӑр эсир ҫартан? — ыйтрӗ Воропаев. — Пырӑр, — пуҫне сӗлтсе, килӗшнӗ Смолин. Ҫынсем вӑрманти йывӑҫсем пекех; пӗр ботаник та кашни уйрӑм хурӑнпа аппаланас ҫук. Вӗсем ыйтса пӗлеҫҫӗ, пурне те пӑхса сӑнаҫҫӗ, шӑршласа ҫӳреҫҫӗ, вӗсене пурте хӑвӑртах асӑрхаҫҫӗ, пӗрисене — ытлашши сыхланса ҫӳренӗрен, теприсене — ытлашши ҫыпӑҫнӑран. — Ҫапах та тӗлӗнмелле ку, — тесе мӑкӑртатрӗ географ, хӑйӗн каютине аннӑ май. — Хӗрарӑмсене те. — Кунсӑр пуҫне, — тетӗп эпӗ, — капитан каютинче эпир мӗн те пулин кивҫенле илме пултарнӑ пулӑттӑмӑр. — Ҫапла… урӑхла каласан… Эпӗ хамах майлаштарӑп, мӗнле кӗрсе каймалли меслетне хамах тупӑп! Антӑхса вилсе каяс пекех хӑснӑ хыҫҫӑн амӑшӗ ӑна вырӑн ҫине вырттарчӗ, шуралса кайнӑ ҫамкине йӗпе алшӑллипе витрӗ. — Эсир законсӑр тесе пӗлтернине илтнӗччӗ эпӗ. Эсӗ пирӗншӗн миххе чиксе килнӗ кушак пек пултӑн… Анчах ача пурнӑҫӗнче ачалӑхпа яшлӑх чиккинчи улшӑну тапхӑрӗ ҫитсе тӑрсан, ҫапла сӑлтавсӑрах мӑнаҫланса-ӗмӗтленсе пурӑнни тӗрӗс мар пулнине Макҫӑм хӑех ӑнланчӗ. — Эпӗ пит хӗпӗртетӗп! Ыйту акӑ мӗнле пулма пултарать: «Микоян» колхоз ҫавӑн пек пулма пултарать-и? Эсӗ кӑтарт та ҫапса ҫӗмӗр ӑна, тет. Уру патне пырса выртӑп, тапта мана, кирек те мӗн ту! Лайӑх вӑл, турра кӗлтума кӑна ан ман. Тата тепӗр сехетрен вӑл мӗнле килнине курасчӗ санӑн, Давыдов! Вӑл ҫӑмӑл утиялпа витӗнсе выртнӑ. Унӑн юлташӗсем ҫӗр каҫмалли вырӑнсене хатӗрлеме тытӑнчӗҫ. Тӑрӑр, ҫутӑлать ӗнтӗ. Пӗрле ӗҫленӗ ҫынсем, пӗрле Медицина институтӗнче вӗренне студентсем те пычӗҫ. Пӗр ирхине, ир-ирех, Ярмола ман пӳлӗме кӗчӗ те килпетсӗртереххӗн каласа хучӗ: — Пӑшалсене тасатмалла пулать, паныч. Тата пысӑкрах асапа кӗрсе ӳкмӗҫ-ши ҫынсем? Иван итлесе выртрӗ, куҫӗ ялкӑшса ҫунса тӑчӗ, вӑл тутине чаплаттарса хуллен:— Эх… епле ухмах! — тесе хучӗ именсе. Эпир ют сӑмахсемпе хамӑрӑн мӑка хуйхӑмӑра, хӗвелсӗр юлнӑ чӗре ҫынсен хуйхине, чурасен хуйхине юрласа кӑларатпӑр. Ҫапла шутлатӑр-и? Вӑрахлӑха уйрӑлнӑ пек, вӗсем пӗр-пӗрин аллине арҫынла хытӑ чӑмӑртарӗҫ, Нагульновӑн алли чул пекех сивӗ те хытӑ, куҫӗсем вара каллех чӗррӗн ҫиҫме пӑрахрӗҫ те вӗсенче ун чунӗ ыратни палӑрчӗ. Джемма ҫавӑнтах ӑна пӑхма пуҫларӗ, малтан одеколонпа йӗпетсе, ун ҫамки ҫине ерипен вӗрчӗ, питҫӑмартийӗсене ачашшӑн чуптурӗ, пуҫне минтер ҫине майлаштарса хучӗ, ӑна калаҫма чарчӗ те каллех чуптуса илчӗ. Берсенев шӑппӑн кӑна; а! тесе кӑшкӑрчӗ те каллех утма чарӑнчӗ. Унтан вӑл, Павел амӑшне куҫ хӗссе илсе, кула-кула хушса хучӗ: — Дворян таврашӗ! — Апла эпӗ сире ҫурт пирки заявлени хӑваратӑп. Акӑ таҫта-таҫта, аякра-аякра, инҫетре, Сатурн тупӑнчӗ, — асамат кӗперӗ тӗслӗ ункӑсемпе вылять, ӑна спутникӗсем ҫавӑрса кӑшӑлланӑ. «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» — тетӗп. Рыбин вӗсене пуринчен малтан асӑрхарӗ те, ал лаппине куҫ патне тытса, ним чӗнмесӗр кӗтсе ларчӗ. «Голова та унтах кӗрсе ларнӑ», терӗ Чуб, хӑй тӗллӗн, тӗлӗннипе голована пуҫӗнчен пуҫласа ура тупанне ҫитиех виҫсе пӑхса. — Ах, турӑҫӑм!.. Вӑл хӗсме тытӑнчӗ, начальство унпа туслӑ, — ларкӑч ҫинче сулкаланса сӑмахне тӑсрӗ ямшӑк. Николаев чӗнмесӗр, йывӑррӑн сывласа пычӗ. Мӗншӗн кая юлтӑн? — Паллах, сиксе каҫнӑ. Д. Т. P. P. S. Гокинс хӑйӗн амӑшӗ патӗнче пӗр ҫӗр ирттерме пултарать. — Сирӗн шутпа, ӑна мӗн кирлӗ вара? Джеммӑпа Санин мӗн пулса иртнине лайӑх ӑнланса та илеймерӗҫ, хӑйсене ҫавӑрса илнӗ ҫавраҫиле ҫеҫ туйрӗҫ вӗсем; ку леш каҫхи хӑйсене кӑшт ҫеҫ пӗр-пӗрин ытамне пӑрахман ҫавраҫил евӗрскер пулчӗ. Тӗршӗне-тӗршӗне пӗр ҫӗре купаланса та пуҫӗпе минтер ӑшнелле шӑтарса кӗрсе, ачанни евӗр, мӗскӗн, хевтесӗр сасӑпа калаҫрӗ вӑл: — О, мӗн тери хӑратӑп эпӗ хам пӳлӗмрен… — Мӗн алла лекнине йӑлт пуҫтарать, пуҫтарать те хӑй айне персе чикет! Райком крыльци ҫинче ӑна Полевых савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ. Июлӗн 12-мӗшӗнче вӑл Маврикия утравӗ патнелле караппа ишнӗ, декабрӗн 22-мӗшӗнче вунултӑ ҫул ҫухалса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Англие таврӑннӑ. Апрелӗн 29-мӗшӗ е 30-мӗшӗ. Африка хӗлӗ текен пӗрремӗш сивӗсем. Lise, ӑҫта сирӗн аҫӑр? — Хамӑр ҫӗршыв тӑрӑх сӗтӗрӗнсе пыратпӑр, тискер кайӑксем пек. — Апла малалла калам-и? — ыйтрӗ вӑл кӑшт тӑрсан. — Хут ӗненӗр, хут ан ӗненӗр, суймасгӑп. — Нумай ҫын пӗтрӗ унта! Паллах, профессор Лиденброк таврӑннӑ пирки пӗтӗм Гамбург тӗлӗннӗ. Вӗсене никам та пулӑшмасть. Ӳкерсе илни, паллах, ҫул иртнӗҫемӗн ҫухалса пырать, пасарать вӑл, ахальтен мар-тӑр, ӗлӗк чух пленка футлярӗсем ҫинче пленкӑна фабрикӑран хӑҫан кӑларнӑ: вӑхӑта кӑтартатчӗҫ, ҫав кӑтартнӑ вӑхӑт иртнӗ пулсан, сӑнӳкерчӗкӗ курӑнмасть пулсан та фабрика хӑй ҫине айӑпа йышӑнмасть. Сковородников старик судья пулма пултарнӑ-ши вара? Кунта туррӑн ирӗкӗ пур пулмалла». Ватӑ Пью, суккӑр тӑрса юлсан, парламентри лорд пек ҫулталӑка пин те икҫӗр фунт укҫа пӗтеретчӗ. Ҫӗрле, 11 сехет тӗлнелле, эпӗ бульварти ҫӑка аллейине уҫӑлса ҫӳреме тухрӑм. Тӳпере ҫӗнӗ уйӑхӑн шӑлланнӑ ҫӳп-ҫӳхе кӗмӗл ҫурли ҫакӑнса тӑратчӗ ӗнтӗ, ун тӗксӗм ҫутинче вара эпӗ Олеся куҫӗсем юхса тухайман шултра куҫҫульпе тӑп-туллиех тулса ларнине куртӑм. Вӑл сасартӑк пуҫне ҫӗклерӗ, ман ҫине хӑйӗн вӗҫен кайӑк куҫӗсемпе сиввӗн те шӑтарасла пӑхрӗ, васкаса мӑкӑртатрӗ: — Кайсам, кайсам… Сӗтел-пукан таврашӗ ытах та ҫӑмӑл тунӑскер пулнӑ: кровать вырӑнне — лаша тирӗ ҫыхса карӑнтарса хунӑ сапан пекки ларнӑ, килте тунӑ икӗ пукан тата юкка йывӑҫ курпылӗсем ҫапса тукаласа янӑ ахаль сӗтел ларнӑ, — мӗнпур сӗтел-пукан таврашӗ те ҫавӑ ҫеҫ пулнӑ. Чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗр эпӗ килелле таврӑнатӑп, «Власов, Воронов, Голомб…» Ӑна ун патне асӑрханса, картиш енчи крыльца витӗр ертсе кӗчӗҫ. Пӗррехинче Яков тӑчӗ те хуллен кӑна:— Калама тӑхтӑр-ха… — терӗ. — Кирлӗ те мар. Пурне те чир ертесшӗн-и? Ан ӳкӗр… Кунта ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсем эскадрилья командирӗпе гварди капитанӗ Чесловпа, салхурах сӑнлӑ, калаҫма питех юратман, анчах ырӑ кӑмӑллӑ пек курӑнакан ҫынпа паллашрӗҫ. Пурнӑҫӗ халь йӗрӗленсе кӑна кайрӗ! — Эпӗ-и? Пантелей айккинче ларчӗ, тип ҫӑкӑр чӑмларӗ. — Ну-ка, халь эсӗ кӑтартса пар-ха! Тапрат! Этем сумӗнче эсӗ, платник столяр ҫумӗнчипе пӗрех, темелле… Вӑл ӗсӗклесе йӗрсе аяккалла карӗ. Малтан Огнянов хуланалла пыракан такӑр ҫулпа утрӗ, каҫхи тӗттӗмре часах вӑл кивӗ хуралтӑсем, кӑмака мӑрйисем, йывӑҫсем асӑрхарӗ. Ман ҫине ҫакнашкал пӑхма хӑю ан ҫитернӗ пулӑр! Темиҫе минутран окопсем таврашне пӗтӗмпех тӗтӗм хупӑрласа илчӗ; перекенсен шучӗ сахаллансах пычӗ. — Мӗнле пример? Хӑш тӗлти ӑшӑхлӑха кӗрсе ларчӗ-ха вӑл? Алӑкран шаккани тата сивӗ сывлӑшра «уҫ!» тенӗ сасӑ илтӗнсе кайни тимӗрҫӗ шухӑшӗсене татрӗ. Сана пула эпӗ татах икӗ хут касӑлтӑм! — А, Родос улӑпӗ, — ӑшшӑн саламларӗ ӑна Лех. Вӑл мана чӳрече патнерех сӗтӗрсе пычӗ, пур енчен те ҫавӑркаласа пӑхкаларӗ, кӑмӑлсӑр пулчӗ. Пырса тивеймен! Анчах та вӗсем чӗнмерӗҫ. Эпӗ патне пырса тӑрсан, вӑл мана ҫара та вӗри аллипе мӑйран ыталаса илчӗ те:— Ӳссе ҫитсен — эсӗ те телейлӗ пулӑн… Пӗрре маччана хуҫа пырса кӗчӗ, эпӗ мӗн тунине пӑхса ҫавӑрӑнчӗ, йывӑррӑн сывласа илчӗ те каларӗ: — Кулӑшласкер эсӗ, Пешков, мур илесшӗ… Гаррис, яланхи пекех, отряд умӗнче малта. Анчах вӑл, хӑйсем пыракан ҫул тӗрӗссине ӗненмен ҫын пек, вӑрмана сылтӑмалла, сулахаялла тинкерсе пӑхса пычӗ. Ял Совечӗ умӗнче вӑл чарӑнчӗ, бричка ҫинчен сиксе анчӗ. Совет хӗрарӑмӗ пурӑнма тытӑннӑ хыҫҫӑн пӳлӗм ҫӗнӗлле курӑнмалла пулнӑ пек, вӑл ӑна ним чӗнмесӗр пӑхса ҫаврӑнчӗ. Эп ӑна пытарса хутӑм, ут ман хыҫҫӑн. Марья Ивановна хура ҫӳҫлӗ тата хура куҫлӑ. Софья Ивановна вара сарӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк та йӑрӑ тата ҫакӑнпа пӗрлех (кунашкалли сайра тӗл пулать) тӳлек те сенкер куҫлӑ пулин те, вӗсен хушшинче аппӑшӗпе йӑмӑкӗ пӗр ҫемьерен пулнине палӑртакан пысӑк пӗрпеклӗх пур: сӑнӗсем те пӗр пек, сӑмсисем те пӗр пек, тутисем те пӗр пек; Халӗ вара, Ҫӗр ҫинчи юлашки кун, чӗрине йӳле ячӗ: тертлен, йӗр… Ушкӑна ертсе пыракан Тосун-бей хӑй вара килте тӑхӑнса ҫӳремелли чаплӑ халатпа, халатне сӑрӑ кашимиртен ҫӗлетнӗ пулнӑ, ӑна хӗрлӗ пуставпа пӳксе тухнӑ, пиҫиххи вӗҫӗсене хӑмачӑ ярапа тыттарнӑ. Ҫапла, сӑмахран, тарҫи ҫухалса кайнине е вӑл кахалланнине, ачисем мӗн те пулин тунине, урана касса амантнӑ чула, йӗпе-сапа ҫанталӑка тата ҫакнашкал ытти япаласене те эпитет ҫумне «еху» сӑмаха хушса палӑртаҫҫӗ. Бастионра феерверкер каласаччӗ мана, эсир ӗнерех килсе ҫитнӗ терӗ. — Эпӗ халӗ хам ҫинчен, ҫынсем ҫинчен епле те пулин калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен — ӑнлана пуҫларӑм, танлаштарма пултаратӑп. Ту ҫилӗ таҫта аякран йынӑшнӑ пек илтӗнсе те выртакан пӑлхавҫӑсен пуҫӗ ҫийӗн уласа иртет. Исидора чӑнкӑ вырӑна ҫитсе чарӑннӑ. — Ҫук, — терӗ Талькав ҫемҫен. Вот унта наука-тӑк наука! Укҫа нумай пирӗн, «Мускав» гостиницӑра чи лайӑх номер илтӗмӗр — чаплӑ вара кунта куҫкӗскисем, картинӑсем туллиех, роялӗ те пур, — пилӗк пӳлӗмлӗ номер пирӗн. Вӑл шывра та тип ҫӗрти пекех хӑрушӑ. — Ӑҫта? — ыйтатӑп эпӗ. — Сайлас Фелпс плантацийӗнче, кунтан икӗ мильӑра. Пӑракаллӑ каткаран тепӗр труба тухать, вӑл тӳрех типӗ пас пуҫтарӑнмалли пӗчӗк пушӑ пичке ӑшнелле кӗрсе каять; пички пӗр муклашка ҫинче выртать, унтан вара труби сивӗнмелли чан ӑшнелле каять. — Мӗн тери кулӑшласкер эс, — тесе пуҫларӗ вӑл хута кӗнӗ чухнехи пек шеллесӗреххӗн, курӑк ҫине ачапа юнашар пырса ларса. Пӗчӗкҫеҫ саксем те сыхланса юлнӑ. Карчӑксене аран-аран вырнаҫтарса лартсан, Устин, тилхепене тытса, майӗпен, питӗ майӗпен:— Чее эсӗ, Давыдов, шуйттан пек чее! — тесе хучӗ. Шухӑшласа кӑларатӑр ҫав айванла япаласем: «полковниксем валли!» Ахӑртнех, ку ухмахсем, ҫыран хӗррине ансассӑнах мула тупатпӑр тесе шутланӑ пулас. Вӗсен салхуллӑхӗ ҫавӑнтах сирӗлсе кайрӗ. Вӗсем ҫав тери хыттӑн «ура» кӑшкӑрса ячӗҫ, ку сасӑ инҫетри сӑртсем ҫинче янтраса кайрӗ, сехӗрленнӗ кайӑксем каллех, эпир тӑнӑ вырӑн ҫинче, кӑшкӑрса ҫаврӑнма тытӑнчӗҫ. Анчах Мирон, куҫлӑхне ҫутӑлтарса илсе, амӑшне вӗрентме тытӑнчӗ: — Ку вӑл — чӑнлӑх мар, вилӗм пулать. — Ай, турӑ, ҫырлах, апла вӑл… — Санран ыйтмаҫҫӗ. Ан та чӗн луччӗ! Мана: — Кай, вӗрен, анчах эпир уншӑн сана вырсарникунсенче Николаевски площадьре патаксемпе хӗнетпӗр! — тенӗ пулсан, эпӗ вӑл условисене те йышӑнаттӑм пулӗ. — Чи хакли вӑл — чыс! — терӗ те Панталеоне, Санин сӗнессе кӗтсе тӑмасӑрах, кресло ҫине ларчӗ. Пура ӑшне тар тӗтӗмӗ хупларӗ, анчах ку пире усӑ пачӗ. Тӗтӗмпе хупланине пула ҫеҫ эпир чӗрӗ юлтӑмӑр. Туйра пуласси пулмасть. Мӗншӗн тесен, вӗсем ҫак сӑмахӑн тупсӑмне мар, сассине анчах юратаҫҫӗ. Эпир тесен — ҫак сӑмахӑн тымарне юрататпӑр, унӑн чӑн-чӑн ӑшне-чиккине юрататпӑр, — эпир ӗҫе юрататпӑр. Тем ун пеккине эпӗ тӗлӗкре те курман, пурнӑҫра та тӗл пулман… Таврари ҫӗршыв тата ытларах тискеррӗн курӑна пуҫларӗ, пӗр чӗрчун та, этем те тӗл пулмасть. Хӑш-пӗр чухне инҫетренех ҫын кӗлетки курӑннӑ пек пулать. Ҫул пӑрӑнса кайнӑ вырӑнсенче эпир сасартӑк ҫав кӗлетке патнелле ҫывхарсан ҫап-ҫара шыҫмак пуҫ йӑлтӑртатса тӑнине куратпӑр. Тӑнласа пыратӑр-и эсир мана, Ромашов? Тӗмсем патне ҫитсен, Том Сойер пире пурне те вӑрттӑнлӑха упратпӑр тесе тупа тутарчӗ, унтан ҫӗр хӑвӑлне кӗмелли ҫула кӑтартрӗ. — Икӗ курка! — илтӗнчӗ ӑна хирӗҫ хулӑнрах сасӑ. — Ну, халь пӗтӗмпех паллӑ, — Шалыя мар, хӑйне хӑй каларӗ Давыдов; сак ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ. Чи кайри тыл та вӑкӑрсем кӳлнӗ лавсем ҫинче пырать, васкамасӑр пырать, ҫапах та пӗр вырӑнта тӑмасть, мӗнпур юхӑмпа пӗрле малалла куҫать. Пиллӗкмӗш урамри ҫиччӗмӗш ҫурт ытти сылтӑмпа сулахай кӳршисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть, пусми вара ярӑнса анмаллниех ӗнтӗ, унта картлашкисем аран-аран палӑраҫҫӗ. Мӗнле кӑсӑк вӑл? — хам кӑмӑлсӑрлӑха пытармасӑр, тӳрккессӗн ыйтрӑм эпӗ. Ӑна пӗр ушкӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫын ҫавӑрса хупӑрласа илчӗ те, питне ҫурри таран маскӑпа хупланӑ ҫын кӳмен ҫамрӑк княгиня ларакан енчи алӑкне уҫрӗ. — Асапланатӑн, эппин. Ҫавӑн пе-ек… Лашине чӑпӑрккапа сулса илсе, извозчик каллех ҫаврӑнчӗ те хуллентерех малалла калама пуҫларӗ: — Халь кӑна ҫӑва ҫинче ҫапӑҫу пулнӑ, теҫҫӗ… Пӗтӗм вӑя — ҫӗр проценчӗпех коллективизаци тӑвас ӗҫе хумалла. Ҫӗрле хӑрушӑ тӗлӗк курса вӑранса кайнӑ пек, сасартӑк пӗтӗм кӗлеткине хускатса илсе, Петр ӑна:— Кӑкӑрна тӳрлет, курмастӑн-им! — терӗ. Хысна пӳртне шеллесе тӑмӑп! Кӗскен каласа патӑм, нумайӑшне каламасӑр ирттертӗм, нимех те пулман пек кӑтартма тӑрӑшрӑм. — Иван Павлыч, мӗн вара вӑл индиалист тени? — тесе ыйтсан, вӑл кӑштах ҫемҫелчӗ. Туршӑн та; вӑрҫӑ епле пурне те тӑванлатрӗ, ютсем ҫук, пурте тӑвансем! Роберт чӑнахах та йӑнӑшмасть. Васкӑр, синьорино! Мӗншӗн-ха кӑкӑрта ҫав тери вӗри, мӗншӗн чӗре ҫав тери шиклӗн тапать, мӗншӗн куҫа вӗри куҫҫуль хуплать? — Мӗншӗн вӗрет-ха Динго? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Кондрат вӑкӑрӗсемпе сухала, вӑл тӗрӗс калать. — Пӗрре кунта, тепре лере ялкӑшса илет вут ҫути, анчах шуйттан вӗрет те — каллех кичем! Амӑшӗ тумланчӗ, тумланнӑ май, хӑйне хӑюлантарас тесе, шӑппӑн:— Мӗн вара ку! — терӗ. Боярсен паттӑрлӑхне нумай кӑтартрӗ: икӗ запорожеца ҫурмаран касса вакларӗ, маттур казака, Федор Коржа, лаши-мӗнӗпех ҫӗре ыткӑнтарчӗ, лашине пӑшалпа печӗ, козака вӑрӑм-сӑнӑпа чиксе пӑрахрӗ; нумайӑшӗнне пуҫӗсемпе аллисене касса сирпӗтрӗ, Кобитӑна тӑнлавран пӗрсе ҫӗре йӑвантарчӗ. Пирӗн ҫул ҫинче пӗр ушкӑн утравсем анчах, Амстердам утравӗсем, тӗл пулаҫҫӗ. Турра кӗлту. Тепӗр майлӑ ҫаврӑнса выртсан, вал шывра кутӑн тӑракан ҫыран мӗлкине курчӗ, унтах, шыв ҫинче выртакан ҫаврака ҫулҫӑсем хушшинче, сарӑ кувшинкӑсемпе шурӑ лили чечекӗсем ярӑнса тӑраҫҫӗ. Вилӗм хыҫҫӑн мӗн пулать — пӗлместӗп, пӗлместӗп… Ку — хӑйне евӗрлӗ… «Сыв-и халӗ, ай, варли, Ме ак тутӑр сан валли. Кун хыҫҫӑн кун иртрӗ, шыв чакма тытӑнчӗ, юханшыв каллех ҫырана кӗчӗ. Чи малтанах эпир пысӑк вӑлтана кролик тирсе шыва ятӑмӑр та часах ҫын пысӑкӑш ҫуйӑн тытрӑмӑр: тӑршшӗ ултӑ фут та икӗ дюйм, йывӑрӑшӗ икҫӗр кӗрепенкене яхӑн. Пӗр самант вӑл шӑпах тӑчӗ, унтан кӗскен: — Каятпӑр, — терӗ. Курнӑ сире кунта, ав, тӗрӗксем килеҫҫӗ те ӗнтӗ! Анчах та ҫак ӑпӑр-тапӑра тасатма тытӑнас ӗҫе администраци чарса лартрӗ. — Унтан та пысӑкрах ӗҫсем пур, карташ тирпейлӗхӗ пире хыҫран хӑваламасть-ха. Фомашӑн пулсан, ку калав хӗрӗн малалли кун-ҫулӗ тӗлӗшпе темӗнле ӑнлансах пӗтерейми кӑтӑклӑ интерес вӑратнӑ, ҫавӑнпа та вӑл тырӑ йышӑнакантан хӑвӑрттӑн:— Мӗнле вара, улпучӗ илнӗ-ши ӑна? — тесе ыйтнӑ. Эсӗ ӑшчиккипе пӗҫернӗ лапша ҫиме кӑмӑл тӑвӑн, сана кваспа ҫитерӗҫ. Ежов, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклентерсе, сӗтел патне пынӑ, чей стаканӗпе ҫурри таран эрех тултарса илнӗ, ҫавӑнтах ҫӑтса янӑ, унтан, пуҫне лӑштах усса, сӗтел хушшине ларнӑ. Автора ярса тытса вӑйпах Португали карапӗ ҫине лартса яраҫҫӗ. Никампа калаҫмӑн танкистпа та калаҫмалли май тупрӗ вӑл. Вӑл унта чи ҫутӑ ҫутатакан пин ҫӑлтӑра кӑна ҫырнӑ. Япшаркка-йӑпӑлтисемпе протекциллисем тӳрех шантара каяҫҫӗ е пысӑк хулари полици приставӗн вырӑнӗ пирки ӗмӗтленеҫҫӗ. Эпӗ куна чӑтайрас ҫук. Эпӗ вӗсенчен маларах утса пыраттӑм, халӗ каялла каяс пулать. А ну, йӗкӗтсем, кайрӑмӑр католиксем патне хӑнана!» тесе кӑшкӑрчӗ. — Каллех-и? Ҫакна хирӗҫ мӗн тавӑрса калӑн?.. Унтан вӑл, хурлӑхлӑн йӑл кулса, Джиован Баттиста ҫуккишӗн шеллесе илчӗ, анчах паҫӑрхи шухӑшпа мар, урӑххипе… Мӗн каласа панисем пурте унӑн пӗр-пӗринпе ҫыхӑнман татӑк-кӗсӗк калаҫусем пулчӗҫ, Егорушкӑна пачах пӑлхантармарӗҫ. Анчах ку нумая пымарӗ. Матвей Юргин хӑйне хӑй часах ҫирӗплетрӗ. Ыттисем мӗн пулнине тин ҫеҫ тавҫӑрма тытӑннӑ вӑхӑтра вӑл ӗнтӗ чип-чиперех, хӑвӑрт шухӑшла пуҫларӗ. — Ҫапла ҫав, чунӑм, пирӗн пӗр вӑхӑтлӑха уйӑрӑлас пулать. Хӑй ҫине илнӗ ӗҫ ҫав тери йывӑр пулсан та, унран пӑрӑнма юраманнине вӑл чунӗпе туйрӗ. Марш… Тепӗр чух вӑл ӑна Воропаев хӑйне пӗлнинчен те тарӑнрах пӗлнӗн туйӑнатчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл ҫавна, пурнӑҫ чӑнлӑхӗн тарӑнлӑхӗпе хӑрушлӑхне пула, хӑйӗн чӗринче те ҫӗнтерчӗ, ҫак халӑх ушкӑнӗн чӗрисене те тыткӑна илчӗ… Анчах ҫапах та вӑл килӗшмест. Вӗсене ҫакӑнта запорожецсене илсе тухса кӑтартӑр!» Ҫакӑн пек хавалпа пурӑнатчӗ-ха сыхӑра тӑракан пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ. Мана панӑ кӗнекесен хутламӗнче час-часах Бертолет тӑварӗ курӑнкалатчӗ. «Оксана паянах хамӑрӑн пулать», пӑшӑлтатса илчӗ вӑл, хӑйӗн сӑмси-ҫӑварне каллех ун сылтӑм хӑлхи патнелле илсе пырса. Камерон лейтенант ӑна шырама кайма шут тытнӑ. Эппин мӗнле тӗл пулӑпӑр-ха тата?.. Пурнӑҫ тӑрӑх вӑл утса мар, йӑваланса пырать. Пачах тепӗр майлӑ, — ун пуҫӗнче юнкерӑн ырӑ мар тӗллевӗсем пур пулӗ текен шухӑшсем сисӗнчӗҫ. Вӑл ӑна йышӑнмарӗ. Халӗ ӗнтӗ, хамӑн ятпа тупа туса калатӑп, эпир пурнас тесе мар, вилӗм курмалла ҫапӑҫатпӑр. Пурте иртсен, Синопа ун патне чупса пынӑ та ыйтнӑ: — Асатте, мӗншӗн эсӗ ҫӳлти лагерьти ачасене пирӗн теттесене туртса илме ирӗк патӑн? — Хӑвӑртрах, туртас килекен пулчӗ! Эпӗ шӑпчӑксене вӗлерместӗп, — турӑ ҫырлахтӑрах! — «Эпӗ илнӗ» тени мӗне пӗлтерет вӑл? Ун патӗнче хӑйӗн чемоданне хӑварчӗ те Воропаев особнякран тухрӗ, анчах кӑшт-кашт ҫимелли япаласем чикнӗ рюкзакне хӑйпе пӗрле илчӗ. Ессентуки патне ҫитес чухне эпӗ ҫул хӗрринчи хамӑн харсӑр утӑм виллине палларӑм; иртен-ҫӳрен казаксем йӗнерне хывса илнӗ пулас та, йӗнерӗ вырӑнне унӑн ҫурӑмӗ ҫинче икӗ ҫӑхан ларатчӗ. Пушар чанӗ-и? — тесе ыйтса чӳречесем патнелле чупрӗҫ. — Питӗ аван! Кунсеренех акӑ пусӑ патӗнче, бульварта тӗл пулатпӑр эпир; ӑна юратаканӗсемпе чаплӑ адьютанчӗсене, Мускавран килнисемпе тата ыттисене те аяккалла пӑхтарас тесе, эпӗ пӗтӗм вӑя хуратӑп та, мана яланах вӗсене пӑрма май килет, темелле. Хура питлӗ наводчик турткаланса илчӗ, замокран ярса тытрӗ, унтан вара, тата тепӗр хут турткаланса илчӗ те, хӑлаҫланса, станина ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Ача пӗчӗкҫеҫ, ҫапах юлташӗсем хушшинче чи мала тухасшӑн… Суйрӗ ӗнтӗ вӑл; Поттер урӑ пулнӑ пулсан, тата пуҫран ҫавӑн пек парсан, тен, вӑл вилсе те каятчӗ пулӗ… халӗ эпӗ пӗлместӗп, апла пулӗ тесе шухӑшламастӑп. Чим-ха чике тӑршшех лартни ҫинчен каласа пар-ха эс, ӑслай, манӑн Нечипор сана епле майпа чике тӑршшех лартни ҫинчен каласа пар-ха пире, э? Вӑл столовӑйра уҫӑ чӳрече умне ларчӗ, хаҫат тытрӗ те вулама пуҫларӗ, анчах сӑмахӗсене пач ӑнланмасӑр, нимӗнле кӑсӑклӑхсӑр, саспаллисем тӑрӑх куҫсемпе ҫех ахаллӗн чупа-чупа тухса. Паян, Невски проспектра икӗ йытӑ хушшинче пулса иртнӗ калаҫу ҫинчен аса илсенех, хӗвел ҫутатнӑ пекех пуҫа ҫӗнӗ шухӑш килсе кӗчӗ. Тоня ура ҫине тӑчӗ. Ҫакна эпӗ сана чӑнласах калатӑп. — Эпӗ нимӗскер ҫине те тӗртсе каламастӑп, тӳрех калатӑп: эпир иксӗмӗр те хамӑра айванла тытрӑмӑр, мӗн калаҫмалли пур унта? Пӗри пит ҫамрӑк, тепри ватӑрах. Пӑтраштарӑр, уйӑра-уйӑра ярӑр!» Вӑл картусне пуҫӗ ҫине ватӑ старикле тӑхӑнни тата пурне те кӑтартса, мӑйне ҫыхнӑ хӗрлӗ шарфпа чӗркесе, хӑтланни мана темле лайӑх мар пек туйӑнатчӗ. Ҫав шарф ҫинчен вӑл калатчӗ: — Кӑна мана хамӑн савни ҫыхса панӑ, пӗр хӗрача… — тетчӗ. — Чӑнах-и, Том? Пӗрлешер. Пирӗн чеелӗх ӑнчӗ! Карчӑк, хура тымарлӑ, шӑнса пӑсӑлнипе сыпписем кӗсенленнӗ урисене кутник ҫинчен ҫӗрелле усрӗ те, сарӑхса кайнӑ хӑлхи ҫунатти ҫумне алтупанне тытса, итлесе ларчӗ. Вулич нимӗн шарламасӑр майор ҫывӑракан пӳлӗме кӗчӗ; эпир ун хыҫҫӑн пытӑмӑр. Партизансем! Вӗсем тухса кайсан, эпӗ алӑк патне урайне, Павел Одинцовпа юнашар выртрӑм. — Эсир ӑна ӑнланмастӑр пулас. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ нихҫан та ун евӗрлӗ хӗрарӑма курманччӗ. Хӑйӗн кӑкӑрӗ мӗн тери йӗпе иккенне туять вӑл — ҫак туйӑм ӑна шыв ҫинчен аса илтерет, ҫав хӑй туякан йӗпе япалана тем пекех ӗҫӗччӗ ӗнтӗ вӑл. Ҫынсем вара ҫӗр айне тарса пытаннӑ. Кондрат, аллисене сулкаласа, ӑшталансах темскер каласа парать; кайма васкакан лавҫи тӳсеймесӗр тилхепине алӑран алла иле-иле тытать, ларчӑк айне чиксе хунӑ ярапаллӑ пушшине майлаштаркалать. Юр пек шурӑ та хура хӳреллӗ тирсем ҫухавине илемлетнӗ, вӗсем ал ҫинеллех аннӑ. — Мӗнлерех ҫиллес эсӗ, асанне… Ыттисен инкекӗшӗн савӑннӑ сӗмпе, хавхаллӑн палӑртаҫҫӗ: улӑпла цирка, вун пӗрмӗш нумӗрлине, ҫӗр айӗнчи ӗҫлевҫӗсем сирпӗтнӗ имӗш, правительство агенчӗсем пур ҫӗрте те хӗҫ-пӑшал управӗсене шыраҫҫӗ-мӗн, Тускуб вара ҫарсене Соацера патнелле куҫарать иккен. Грузовик пӗрмай хӑлтӑртатнӑ тата шӑрчӑксем тӑрӑшсах чӗриклетнӗ май, вӗсем виҫҫӗн юрлама тытӑнчӗҫ. Мӗншӗн ҫав тери шӑрӑх? — Мӗн пӗлмелли пур? ҫын пулнӑ. Ӗҫ акӑ мӗнре: пӗчӗк ушкӑнӑн апат тупсах тӑмалла. Катька ура ҫине тӑчӗ. Ирхине, шуҫӑм ҫутипе пӗрлех, аслӑ ҫулпа икӗ суккӑр иртсе кайрӗҫ. — Итле-ха, Павлуша! Защитниксемпе судьясем законсене хӑйсене мӗнле пӗлнӗ пек ӑнлантарма, комментари тума ирӗк панӑ, анчах ҫав законсене ҫырнӑ ҫӗре вӗсем хӑйсем хутшӑнаҫҫӗ-и? Ҫын питӗ вӑйсӑрланса ҫитрӗ, ӑна пуҫ ҫаврӑнни аптратса ҫитерчӗ; пуҫ ҫаврӑннине пула, куҫсем хурала-хурала килеҫҫӗ. Сайра-хутра ҫеҫ шывра пысӑк пулӑ хӳрипе шыва чӑмпӑлт! тутарса сас парать, вара ҫыран хӗрринчи хӑмӑшсем ун хумӗпе хускалса аран илтӗнмелле чаштӑртатса илеҫҫӗ. Анчах вӗсен ҫан-ҫурӑмӗ ҫап-ҫара, ӳчӗ хӑмӑр тӗслӗ. Ун икӗ айккинче икӗ жандарм тӑраҫҫӗ. — Итле-ха, Том, мӗншӗн-ха пирӗн систермелле вӗсене? Эпӗ ӑна кансӗрлеместӗпех, ҫук. Эпӗ эсир ҫывӑратӑр тесе. Хӗрӗпе пӗрле хӑйӗн дуэтинине пӗтерсен, Леноре фрау Эмилио сасси лайӑх, чӑн-чӑн кӗмӗл пекех янравлӑ пулнине, анчах унӑн халӗ, ҫулӗсене пула, сасси улшӑнса пыни ҫинчен (вӑл, чӑнах та, пӗрмаях темӗнле, тытӑнчӑклӑ хулӑн сасӑпа калаҫнӑ), ҫавӑнпа ӑна халӗ юрлама чарни ҫинчен пӗлтерчӗ; акӑ Панталеонӗн вара, хӑна ячӗпе, иртнисене аса илсен аванччӗ! Панталеоне ҫавӑнтах кӑмӑлсӑр пек пулчӗ, тӗксӗмленчӗ, ҫӳҫне тӑраткалантарса ячӗ, вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: эпӗ тахҫанах ку ӗҫе пӑрахнӑ ӗнтӗ, ҫамрӑк чухне чӑнах та ҫын кулли пулман, мӗн каламалли пур, — эпӗ аслӑ, чӑн-чӑн, классикла юрлакансем пурӑннӑ ӗмӗр ҫынни, хальхи нӑйкӑшакансен мӑшӑрӗ мар! ун чухне юрлас ӗҫӗн чӑн-чӑн шкулӗ пулнӑ. Ун ҫине питӗ тимлӗн пӑхас пулать. Женя ҫакна пачах кӗтменччӗ; ку телефона вӑл вылямалли япала кӑна пулӗ тесеччӗ. Хӗрарӑмӗ ытла кулнипе пӗтӗмпех чӗтретчӗҫ, урисене суллантарса ҫурӑм ҫине месерле кая-кая выртатчӗ, арҫынӗ ӑна тӳрлетсе лартса каллех юрлатчӗ те, хӗрарӑмӗ каллех кулатчӗ. Елена диван ҫинчен шлепкине илсе тӑхӑнчӗ те чарӑнса тӑчӗ. Эрех-и? Кӗҫех юр ҫӑвать те никама систермесӗр кӗтӳ патне ҫитме авантарах пулать тесе шухӑшланӑччӗ эпӗ. Ҫапла ҫав, бастион ҫине те, траншея ҫине те шурӑ ялав кӑларса ҫакнӑ, ем-ешӗл лапам шӑршланса кайнӑ вилесемпе тулса ларнӑ, янкӑр тӳпери илемлӗ хӗвел кӑвак тинӗселле анать, кӑвак тинӗс вара, хумхана-хумхана, хӗвелӗн ылтӑн пайӑркисем ҫинче йӑлкӑшать. Джемма! Акӑ, сӑмахран, вӑл мана кӗтессе, тимӗрҫӗ вучаххи еннелле, тӗллесе кӑтартатчӗ те: «Илсе пар-ха мана ҫав шайбӑна», тетчӗ. Пӑртак тӑрсан Ҫӑхан Ура хӑйӗн кӑлтӑрпине кирлӗ пек ҫапса яман, ҫавӑнпа вӑл сулланкаласа кусма пуҫланӑ. Земзе ҫыннисем тискер чӗр чунсенчен хӳтӗленсе стена ҫӗклесе лартаҫҫӗ, чул муклашкисенчен ҫӳллӗ пирамида тӑваҫҫӗ, — ҫак хутлӑх ҫирӗп те яланлӑх пулнине ҫапла палӑртаҫҫӗ. — Эп, ваше степенство, утвитре мар вара, — тенӗ вӑл.. Ӑҫта вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, пуянсемпе чухӑнсене те пӗр пек куракан, пурне те чуна ҫывӑх та хаклӑ ачасем вырӑнне хисеплекен турӑ? Хӑйсем ӑнран кайса пӑхса тӑнӑ хура тумхахсем Генри Пойндекстерӗн юнех тесе шухӑшланӑ вӗсем, кун пирки ашшӗ те, аппӑшӗ те, Кольхаун та иккӗленмен. Ҫакӑ вунӑ кун хушшинче вара ман пӗр хамӑн ӗҫсене ҫеҫ мар, анчах хамӑн капитанӑн ӗҫӗсене те туса ҫитермелле пулать. Хӑваласа ярӑр ӑна, хӑямата! Утлӑ банда шӑп ларакан вулӑссене пыра-пыра кӗрет. Урамри чӑхсем, кӑтиклесе, чӑл-пар саланса пӗтеҫҫӗ. Ҫапах та эпӗ шухӑша кайрӑм. Тӑпра сийӗсем улшӑннине эпӗ ытла пысӑк вырӑна хумастӑп-ши? Эбнер вӗсем нимӗҫле куҫарса пама пӗлнипе усӑ курать. Эп пӗтӗмпех, пӗтӗм кӑтартусене парӑп. Эпир учительсем хатӗрлекен институтра вӗренекен Миловский хваттерӗнче пухӑнаттӑмӑр, — кайран вӑл Елеонский текен псевдонимпа калавсем ҫыратчӗ, пӗр пилӗк том ҫырсан, ҫак ҫын хӑйне хӑй вӗлерчӗ, — эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен мӗн чухлӗ ҫын пурӑнӑҫран хӑйсен ирӗкӗпе уйӑрӑлчӗҫ пулӗ! — Эп мӗн пурӗ те икӗ черкке ҫех ӗҫнӗ… Шӑмӑ ӗнтӗ. Сарӑ Джек таканлать вӗсене. — Кая юлмастӑр-и? Вӑранмасӑр вӑранӑн кун пек чухне! Темӗнле хӑрушӑ вӑй вӗсене пӗр ҫӗре тӑрмаласа хучӗ те, меслетсӗр хӑвачӗпе аялалла вӑрхӑнтарса ячӗ. Пулас кун ҫути асар-писер хӑрушлӑха ҫутатса килет. Сӑртсен кӳлеписем сасартӑк улшӑнчӗҫ. Вӗсен тӑррисем кисренсе илеҫҫӗ те тискеррӗн кӗмсӗртетсе таҫта ҫитиех анса каяҫҫӗ, вӗсене темӗскер ҫӑтса ярать тейӗн. Темиҫе пин сарлакӑшне ҫитекен сӑртсен хырҫи вырӑнтан тапранчӗ те анаталла шӑвӑнма пикенчӗ. — Ҫӗр кисренет иккен! — тесе кӑшкӑрчӗ Паганель. Ученый тӗрӗс калать. Чӑннипех те ҫӗр чӗтренет, Чили сӑрчӗсенче, пуринчен те ытларах ҫул ҫинчи ҫынсем ҫӗр каҫнӑ вырӑнта, кун пеккисем тӑтӑшах пулаҫҫӗ. Кунта Копиано хули 14 ҫул хушшинче икӗ хут, Сант-Яго хули — 4 хут ишӗлнӗ. Том каллех шухӑша путрӗ. Шӑпах пулчӗ, ҫапӑҫакансен урисем айӗнче юр кӑчӑртатрӗ. Ил, халӗ вӑл мана кирлӗ мар… Плошадьсенчи скверсенче репродукторсем хӑрӑлтатаҫҫӗ. Шӑнса пӑсӑлнӑ пек сасӑпа вӗсем вӑрҫӑ ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Епле намӑс мар! Чиперех пуль? Пӗр минута ҫеҫ иртрӗ — хурӑнпуҫлӑ ҫӗлен ун аллинче явӑнкалама та пуҫларӗ. Вӑл пӗр бутылка эрех те илнӗ, эпир ӗҫрӗмӗр вара, вӑл сӑмах та каларӗ. Том ҫакӑнтан кӑшт та тӗлӗнмерӗ: уярсен килӗнче пушар тесен, вӗсем ӑна яланах ҫӑмӑлттайла ӗненнине Том тахҫанах пӗлсе тӑнӑ, айваннине кура вӑл вӗсене темиҫе хут та улталанӑ. — Сулӑм? — «Ҫук, Фидель, эсӗ ахалех ҫапла шутлатӑн», каласа хучӗ Меджи: «эпӗ, ав! ав! эпӗ ав, ав, ав! йывӑр чирпе выртрӑм». Каҫхине Андрей Марийкӑна вӑйӑра курнӑ. Ку чӑнах та Симурден иккен. — Эпӗ сан ҫумӑнта пулас тесе килтӗм, — терӗ вӑл. Атаманчуков карчӑкӗ туртӑнкалама тӑчӗ, анчах ӑна хыҫалтан Устин ҫемҫен те сӑпайлӑн тӗксе пычӗ. Вӑхӑт пур-ха халь, ҫутӑлман. Вӑл чаплӑн: «Мӗн тухманни, тух. Эпир, суккӑр ҫуралнисем, пурте ҫавнашкал. Пугачев аллине антарчӗ те, кулса: — Его благородие хӗпӗртенипе ухмаха ерчӗ пулас. Тӑратӑр ӑна! — терӗ. — Халех ҫырӑр! Пушар пирки кашниех тӗрлӗрен калаҫнӑ: хӑшӗ – Дубровский ҫыннисем улпутне пытарнӑ хыҫҫӑн ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те, ӑнсӑртран вут ӳкернипе ҫурта ҫунтарса янӑ, тенӗ, теприсем тата — приказнӑйсем айӑплӑ, вӗсем ҫӗне ҫурта куҫнӑ майпа вӑйлӑ ӗҫкӗ тунӑ, тенӗ. «Енчен, сӑхманӗ айӗнче унӑн мӗн те пулин пур пулсан, вӑл халех тӳмине вӗҫертсе ярать ӗнтӗ», — шухӑшласа илчӗ Нагульнов, пӗр хускалмасӑр тӑракан Титок ҫинчен куҫне илмесӗр. Куҫлӑх ӑҫта?.. — Эпӗ ҫакна эрне кун, ирхине, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пӗлетӗп. Кам кама, анчах эпӗ вара ун вӑйне лайӑх пӗлетӗп; хам ӗнсе ҫинче тӳссе курнӑ… Ку вӑл, Петр Ильич, пире, хула ҫыннисене, кӳрентерни пулать, эсир пирӗнпе ҫыхӑнасшӑн мар, пирӗнпе туслӑн пурӑнма килӗшмен пек пулса тухать, ҫапла-и, ҫук-и? — Ҫук. Ҫав темскерле юланут ҫинчен пит фантазиллӗ те ҫыпӑҫусӑр кала-кала кӑтартнисем нумай пулнӑ. Вӑл хӑйӗн серапэпе шлепкине ҫеҫ мар, тата хӑйне ҫав тери кӳрентерсе пӗтернӗ ҫырӑва та манса хӑварнӑ. Анчах эпӗ хатӗрлевҫӗре нумай пулмасть кӑна ӗҫлеме пуҫланӑ вӗт-ха. Пулӑшу пама ыйтса кӑшкӑраҫҫӗ, халех каяс пулать. Чӑнах та вӗт, виҫӗ вӑрҫӑра пултӑм — империализм вӑрҫинче кӗрлерӗм, граждан вӑрҫи витӗр тухрӑм, куна та самаях тутантӑм. — Эпӗ сана нимӗн те усал туман-ҫке, хӑвах пӗлетӗн, — тет. Ҫапла, пӗррехинче эпӗ станицӑпа пыратӑп, мана хирӗҫ ҫамрӑк та качака пӳтекки пек хитре хӗр утса пырать, хулари пек тумланнӑ хӑй, аллине сумка тытнӑ. Эпӗ телей шырас тапхӑртан иртнӗ ӗнтӗ, чун-чӗре хавалӗпе кама та пулин хӗрӳллӗ савас вӑхӑт урлӑ каҫнӑ ҫав; маншӑн халь хама юратаканнисем ҫеҫ пулччӑр, унта та пурте мар, ӗмӗрлӗхе пӗрре ҫывӑхланни те ҫителӗклӗ пулӗччӗ тетӗп: мӗн тӑвас, мӑнтарӑн чӗрен йӑли ҫавӑн пек-ҫке. Ҫак кунтан вара вӑл апат ҫими пулчӗ, тухтӑр ӑна ирӗксӗрлесех ҫупа ҫӑмарта ҫитерме хушрӗ. Гуигнгнмсем ҫырма-вулама пӗлмеҫҫӗ. Тасман уҫса пани пӗр ӗмӗр иртсе кайиччен никама та паллӑ пулман, ҫавӑнпа та Францин Сюрвиль ятлӑ тинӗсҫӳревҫи ун ҫине 35°27' широта тӗлӗнче пырса тухиччен тӗнчере Ҫӗнӗ Зеланди ҫукпа пӗрех пек пулнӑ. «Ҫапла эппин, Лукашка телейлӗ халь манӑн», — шухӑшларӗ вӑл. Хӑй чунтан хурланчӗ. Авал кометӑсене инкек пулассине кӑтартакан япаласем вырӑнне хунине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. Джемма тарӑн шухӑша кайса, урама тухрӗ. Ермолай пӗр чарӑнмасӑр, хӑюллӑ малалла утса пырать (ҫула вӑл ҫав тери лайӑх асӑрханӑ иккен), хутран-ситрен ҫеҫ: «Сулахаярах — кунта, сылтӑмра, тарӑн вырӑн пур!» е «Сылтӑмарах — унта, сулахайра, путса ларатӑн!..» тесе кӑшкӑркалать. Унӑн халӗ Николаев хӑйне килӗнчен киленӗҫленсех, хаваспах хӑваласа кӑларнӑ чухнехи евӗр кӑмӑл-туйӑмччӗ. Анчах, хуть те кирек мӗнле пулсан та, унпала юриех Шурочкӑран маларах сывпуллашса, вӑл ҫак минутрах акӑ чуна ҫывӑх хӗрарӑм алли хыттӑн та ачашлӑхпа лӑпкаса пӑчӑртасси, ӑна ыррӑн-ыррӑн туйса тӑрасси пирки исленсе-ирӗлсе шухӑшларӗ. Тухса кайнӑ майӑн, кашни хутӗнчех ҫакӑн ҫинчен шухӑшланӑ вӑл. Давыдов рекомендаци ҫырнӑ та ӗнтӗ — шултра саспаллисемпе, васкаса ҫырнӑ. — Пултараймастӑп текех… — мӑкӑртатрӗ Хлебников ним ҫыхӑнусӑррӑн, — улпут, урӑх пултараймастӑп эпӗ… Вӑл айккинелле те пӑрӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫак ҫутӑра хӑйне ҫӑмӑллӑнах асӑрхама пултарасран шикленчӗ: ним инкек-синкексӗрех хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме юрамасть, — шухӑшларӗ вӑл. — Ака вӑл, пирӗн дипломат, савӑнӑҫ сӑлтавӗ, — терӗ Дубков. Эпӗ ӑна пӑхса киленӗп. Темиҫе минутран вӑл амӑшне:— Эп сана ҫакна хушасшӑн: хулана кай та ҫак ҫырӑва пар… — терӗ. — Турра тав, Иван Иваныч! Манӑн нормӑна сухаласа тултармалла, эсӗ пур мана чӑрмантарса тӑратӑн! — хӑйӑлтатать шурса кайнӑ Атаманчуков, сулахай аллипе кӗпи ҫухине хыпашла-хыпашла, ӑна тӳмелеме хӑтланса. Унта, икӗ пекӗ сутасшӑн пасарта ҫӳрекен шинель тӑхӑннӑ салтак е пушмаксем тултарнӑ коробка тытнӑ сутӑҫӑ хӗрарӑм тем тесен те тӑраҫҫех ӗнтӗ. Кононов капитана кӑшкӑрнӑ: — Каялла! Пӗчӗк пӑнчӑ пек кӑна курӑнакан кайӑксем тырӑ пуссисем ҫинче вӗҫнӗ, вӗсем пӗлӗтӗн кӑвак чаршавӗ ҫинче уҫҫӑн палӑрнӑ; инҫех те мар кӗтӳ ҫӳренӗ, — аякран вӑл ачасем вылямалли япала пек анчах курӑннӑ; пӗчӗкҫеҫҫӗ кӗлетке, кӗтӳҫӗ, туйи ҫине таянса тӑнӑ, вӑл шыв ҫинелле пӑхнӑ. Эсӗ те ҫавӑн пек… Базӑран базӑна вӗҫсе ҫӳресе эпир икӗ эрне те ирттертӗмӗр. — Манӑн пирвайхи юрату, чӑнах та, ыттисенни пек мар, — кӑштах такӑнса каларӗ Владимир Петрович, хӗрӗхелле ҫитнӗ, кӑвакара пуҫланӑ хура ҫӳҫлӗ ҫын. Анчах леш йӗкӗт кайсан нумай та тӑман, урӑх хулара авланса, урӑх хӗре качча илнӗ, кун ҫинчен ҫак пике те пӗлнӗ. Хӗрарӑм тӑчӗ те, кӑкӑрне кӗпе ҫӗтӗккисемпе картласа, ҫарранах хӑвӑрт аяккалла утрӗ, аялтан ту ҫинелле казакӗ хӑпарчӗ, сывлӑшра шурӑ тутӑр татӑккисемпе сулланма тапратрӗ, хуллен шӑхӑрчӗ, итлесе тӑчӗ те савӑнӑҫлӑ сасӑпа калаҫма тапратрӗ: — Дарте! Вӗсем хушшинче вӑл турра чӑнласах ӗненекен чечук архиерей служби вӑхӑтӗнче ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ пекех ҫӳретчӗ, кӗнеке вулакансен хастарлӑ ӑслӑлӑхӗшӗн савӑннине пӗртте пытармастчӗ; телейлӗн кулкаласа, типнӗ аллине хӗвне чиксе, тепӗр аллипе хӑйӗн ҫемҫе сухалне пур еннелле турткаласа, вӑл манран ыйтатчӗ: — Лайӑх-и? Кунӗ ахаль кунах, вӑл пур мӗнле шукӑль тумланса тухнӑ, сӑмахӗ-юмахӗсем еплерех тата…» — тесе шухӑшласа илнӗччӗ вӑл, анчах хӑй шухӑшӗ ҫине ҫийӗнчех алӑ сулчӗ: «Э, ара, ҫӗр ҫӑттӑрах ӑна! Унӑн амӑшӗ вӑраннӑ та ӗнтӗ, вӑл кӑмака ҫӑварне вут пуленкисем пӑрахса тӑрать. Пичче пӗр куҫ хупмасӑрах ҫӗр каҫрӗ. — Чей ӗҫес кӑмӑлӑр ҫук-и? — терӗ батарея командирӗ, Володя алӑк патнелле ҫывхарнӑ чух. — Ну, ӗҫеҫҫӗ те вара сирӗн, — тӗлӗнчӗ Петр. Ҫӑвӑнса тумланнӑ хыҫҫӑн кӗсйинчен пачӑшкӑ васкамасӑр ҫулланса кайнӑ пӗчӗк псалтырь кӑларчӗ те пичӗпе тухӑҫалла тӑчӗ, пӑшӑлтатса вулама, сӑхсӑхма тытӑнчӗ. Бризигиллӑра хӑрушӑ. Ҫук, урӑх чӑтма пултараймастӑп. — Аксель, — терӗ профессор питӗ лӑпкӑн, — паллах, пирӗн пурӑнӑҫ ҫип вӗҫӗ ҫинче ҫакӑнса тӑнӑпа пӗрех, анчах ҫапах та, манӑн шутпа, ҫӑлӑнса тухас шанӑҫ та кӑшт пур. «Алтса пӗтеретӗп те — шухӑшларӗ вӑл, — вара тухатӑп». Чӑнах, эпӗ ача кӑна пулнӑ-мӗн-ха. Каярахпа астрономсем ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене тата нумайрах тупнӑ, анчах вӗсене юмахри ятсем мар, чи ҫӑмӑл ятсем панӑ. Капитан крыльца ҫине тухрӗ те, хӑйне тӑшман пули тивес хӑрушлӑх ҫук вырӑна тӑчӗ. Часах, теплерен тенӗ пек, Гремячий хуторне районти ҫӗрӗҫ пайӗн заведующийӗпе райком бюровӗн членӗ Беглых килсе ҫитрӗҫ. Корпус командирӗн сасси илтӗнсе каять, акӑ Шульгович сасси, тата такамсен сассисем… «Сире мӗн кирлӗ? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен, Ковалев еннелле ҫаврӑнса. — Джим, Джим, — тет вӑл тепӗр хут, кӑмӑлтан тулса. Миссионерсем те вӗсенчен юлмаҫҫӗ, пире хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Ах! — ахӑртнех, аташма пуҫласа, темрен хӑраса, кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ну, вӗлер, вӗлер, эпӗ хӑрамастӑп… Малтанах ача та, Иохим та, улпут ҫуртӗнчен илтӗнекен «чее» музыкӑна ку таринччен хисепе хуманскерсем, ӑна ним шута та илместчӗҫ. Кӗлетсем патӗнчи ҫынсен ушкӑнӗнче Островнов тӑнине курсан, Давыдов ҫав старикӗн сӑн-пичӗ тӑрӑх нимӗн тума аптӑраса ӳкни кӑна мар, инкеке курса савӑнса малалла мӗн пуласса кӗтни те мӗлке пек шӑвӑнса иртнине асӑрханӑччӗ ун чух… Дерпт студенчӗ сахӑр ҫунтарса тунӑ эрехе, сӗтел ҫине юхтара-юхтара, стакансем ҫине тултарчӗ те: «Ну, господинсем, халь ӗҫӗр», — тесе кӑшкӑрчӗ. Ырхан мар, типшӗм, ҫӳллӗ мар, вӑрӑм ҫын вӑл, Бенедикт пичче, — ҫӳҫӗ тӑлпанчӑк, пуҫӗ пысӑк, сӑмси ҫине ылтӑн авӑрлӑ куҫлӑх лартса ҫӳрет. Ҫак тӑсланкӑ этем ҫине пӗрре пӑхсах вӑл ҫемҫе кӑмӑллӑ та ырӑ, хисеплӗ ученӑйсенчен пӗри пулнине куратӑн — ун пек ҫынсене ҫуралнӑ чухнех вӗсем ялан ача чунлӗ юласса, ҫут тӗнчере ҫӗр ҫул пурӑнсан та, ача чунӗпех ҫӗре кӗрессине палӑртса хунӑ. Симурден ыйтса тӗпчеме тытӑнчӗ: — Эсир мӗн ятлӑ? Вӗсем ҫав тери тӑрӑшса, хӗрӳллӗн ҫапӑҫма тапратса ячӑҫ, ҫавӑнпа иккӗшӗ те хашкакан пулчӗҫ, тарласа кайрӗҫ. Мӗн ӑнланаҫҫӗ-ха вӗсем? Мужиксем вӗт вӗсем. Пупӗ тата килсе те ан курӑннӑ пултӑр. Эпӗ ӑна, вӑрӑм ҫилхеллӗ ӑйӑра, сурӑх ҫӑмне касакан хачӑпах пӗтӗм халӑх умӗнче ҫӳҫне ҫаратса яратӑп. Сире ҫак условисене йышӑнма сӗнетӗп. Ҫавӑнтах аслати малтанхи пекех хыттӑн та сехрене хӑпартса тавралӑха тепӗр хут кисрентерчӗ. Эсӗ кунта пире улталаса тӑратӑн! Ҫак сӑмахсене эпӗ хӑй паттӑрри тӗлӗшпе ним те иккӗленмен ҫын пек тӑрса, кортика авринчен ярса тытса каларӑм. Мишель Флешар тӑракан чӑнкӑ ҫыран хӗрринчен, тӗтӗм ҫулӑма ҫӗнтерсе хупласа илнӗ минутсенче, пӳлӗм ӑшчикки пӗтӗмпех курӑнать. Анчах Гаррис Дик Сэндпа ун хыҫҫӑн сиксе тӑнӑ негрсене каялла чӗнсе илчӗ, Уэлдон миссиса лӑплантарчӗ. Унсӑр пуҫне тата Ромашов ҫинчен ҫар прокурорне ҫырса пӗлтермелле. Джон ҫӑлтӑрсемпе хӗвел тӑрӑх ҫул тытса пырать. Чекара ӗҫлеме пӑрахнӑ хыҫҫӑн та вӑл хӑйӗн тусӗсемпе ҫыхӑну тытнӑ, ҫамрӑксен коллективӗн секретарӗ пулнӑ вӑхӑтра УТЧКне ӗҫлемешкӗн чи лайӑх комсомолецсем сахалах паман. Йӗрке тӑрӑх, кӗҫӗн офицерсен лагерь вӑхӑтӗнче хӑйсен ротисем таврашӗнче, йывӑҫ бараксенче пурӑнмаллаччӗ, анчах Ромашов хулари хваттерӗнчех юлчӗ, мӗншӗн тесен улттӑмӗш ротӑри офицерсен ҫурчӗ хӑрушла кивелсе ҫитнӗччӗ, халь-халь персе анас пекехчӗ, ӑна юсама вара кирлӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ тупӑнаймастчӗ. — Эсир вӗлертӗр ӑна! Ҫапла шутларӗ Бенедикт пичче. Ларӑр та итлӗр. Мала, чиркӳ алӑкӗнчен пуҫласа шкул хӳми патне ҫитичченех, шахмат хӑми ҫинчи тӑваткӑлсем пек виҫӗ пехота полкӗ тӑрса тухнӑ. — Куратӑн-и, — тет профессор, — эпир халӗ атмосфера сывлӑшӗн пусӑмӗ ӑшӗнче тӑратпӑр, эпӗ малалла барометр вырӑнне манометрпа виҫмелле пулассине темӗн пекех кӗтсе тӑратӑп. Ҫавнашкал юн юхтарнӑшӑн мана турӑ ҫилленнӗ курӑнать, ҫавӑнпа ӑна тӑватӑ пӳрне пама тиврӗ. Ку утрав — нӳрлӗ, малярийлӗ, аван мар вырӑн. — Эй, санпала, Гек Финн, мӗн усси пур санпа калаҫнинчен! Вӑл сиксе тӑчӗ те, халех хуҫисем патне кайса, Марьяна аллине ыйтасшӑн пулчӗ. — Ҫук, ҫыратӑн! Ҫапла ӗнтӗ, чухлатӑп, эсӗ мана Аннушка ҫинчен аса илтересшӗн. Леш, ҫӗнӗ ҫын ҫине тинкерсе пӑхса:— Лартрӗҫ-им, хӗрӗм? — тесе ыйтрӗ. Упа вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пычӗ. Ыратнипе хӑй пӗрмаях йынӑшса ӳлеме чарӑнмарӗ. Валя куҫне мӑчлаттаркаларӗ, кулса ячӗ. Комендант килӗнче мана тӑван ҫынна йышӑннӑ пекех йышӑнаҫҫӗ. Анчах та Мересьев тахӑш самантра Комиссар Степан Ивановичпа тата сестрапа куҫран-куҫа епле вӑрттӑн пӑхса илнине асӑрхарӗ те, ку ӗҫе те Комиссар тунине ӑнланса илчӗ. — Тӗлӗнмелле, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. «Тӑнлавӗсем унӑн кӑвакарнӑ, мӑйӑхӗ вара хура, сӑрланӑскер пулас», — хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе илчӗ Ромашов пуҫӗнче. Эпӗ сана ҫурҫӗрччен Упа варӗнче кӗтсе тӑрӑп». «Пулчӗ», «пулать», «пулнӑччӗ», — тенине итлетӗп те эпӗ, мана ҫак ҫынсем кӗҫӗр хӑйсен пурӑнӑҫӗн юлашки сехечӗсем умне пырса ҫитнӗ пек туйӑнать, — пӗтӗмпех, пурте пулнӑ ӗнтӗ, урӑх нимӗн те пулмасть! — Ҫурта ҫук, — тавӑрчӗ Мӗкӗте. Ҫав ҫамрӑк господинсенчен пӗри те пулин мӗнле хуҫаланмаллин тӗслӗхне кӑтартса парасчӗ!.. Кукамай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх эпӗ пӗлеттӗм: ҫак ҫулсем хушшинче Якку кукки пӗтӗмпех ҫаралса юлнӑ, пурне те салатса ӗҫсе-ҫисе янӑ; этаппа янӑ ҫӗрте смотрителӗн помощникӗ пулса ӗҫленӗ, анчах служить тӑвасси лайӑх мар пӗтсе ларнӑ; смотрителӗ чирленӗ. — Пӑх-ха кунталла! — терӗ Андрей ӑна чавсинчен тӗртсе. — Тепле калас, ӗненместӗп тени тӗрӗсрех-ха ӗнтӗ, ҫапах та ӑҫтан пӗлӗн? Ҫавнашкал самантсем пулаҫҫӗ, теҫҫӗ-иҫ… — Манӑн алӑсене ҫыхтарас килмест! — калаҫма пуҫларӗ Рыбин. Пурте шавласа кайрӗҫ, Кораблев кӑштах палӑрмалла пуҫне ухса илчӗ. Пӳлӗмӗн ҫара стенисем ҫак хӑйсен вӑйне тӗнчене ҫӗнетес аслӑ ӗҫе таса чӗререн панӑ паллӑ мар паттӑрсем ҫинчен калакан историсенчен тӗлӗннӗ пек, вӗсене шанмасӑр тӑнӑ пек, Николайӑн ҫемҫен тухакан сассине каялла тӗрте-тӗрте янӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл каснӑ-лартнӑ сӳре: тӗттӗмре ун ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух пӗр шӑлӗнчен те пулин ҫакланатӑнах, тӗрӗс-и? Кирек мӗн пулсан та, судья заседательсемпе пӑртак канашласа илнӗ хыҫҫӑн ман еннелле пӑхрӗ те калать: «Ну, тухтӑр, йӑнӑш пулса тухрӗ иккен, канӑҫ паманшӑн каҫарӑр», — тет. Якова пӳрнипе хулпуҫҫийӗнчен тӗртсе, вӑл тата ытларах ҫилленсе каларӗ: — Эсӗ вӑрттӑн еркӗн пулса пурӑнма ҫӑмӑл тетӗн пулӗ? «Пӑрӑнса ан кайтӑрах! — хӗрӳллӗн шухӑшласа илчӗ Андрей. Ҫак сӑмахсене каласа, вӑл ашшӗ пӳлемне кӗчӗ те хай хыҫҫӑн алӑка питӗрчӗ. Кам-ши? — Кунта юрламалли вырӑн мар, — терӗ вӗсене хирӗҫ Куприян ҫирӗппӗн: — кунта улпут кантурӗ. Вӗсем туслӑ. Анчах пӗр-пӗрин хушшинче палӑрми кӗвӗҫӳ сӳнмест-ха. Вӑл унпа ҫапла калаҫнӑ вӑхӑтра сасартӑк музыка сасси янӑраса кайнӑ. Эх, ачам, ӑш вӑркать-ҫке, ӑш вӑркать… Виҫӗ дюймлӑ тупӑран пемен-ҫке ӑна. Ҫӗрӗпех ман телей ҫук! «Мана пурте пӑрахрӗҫ, эпӗ пӗчченех, тӗнчере никам та мана юратакан ҫук», — терӗ вӑл хӑйне хӑй. — Халӗ ҫавӑн пек вӑхӑт: ачисем ашшӗ-амӑшӗнчен вӑтанаҫҫӗ… Джемма ӑна унта пӑрахут ҫинче ӗҫлекен пӗр агентпа, либераллӑ шухӑшлӑ акӑлчан ҫыннипе паллаштарнӑ, ӑна Джемма хӑй те, унӑн упӑшки те Англирех пӗлнӗ. Хӗрарӑм шыва кӗрсе ӳксессӗн, ҫавӑнтах пӑт пуканӗ пекех шыв тӗпнелле каять… «Ман пирки!» — сехӗрленчӗклӗн шухӑшларӗ те Ромашов, ӑна ҫакӑнта тӑракансем пурте пӗр харӑс хӑй еннелле ҫаврӑннӑн туйӑнса кайрӗ. Квакин йӑл кулса илчӗ, Фигура сиввӗнрех пӑхрӗ. Арҫынсем пӑшалсем илчӗҫ — Бак та илчӗ. Чиркӳре вӗсене чӗркуҫҫи хушшине хӗстерчӗҫ, алӑ айӗнче пулччӑр тесе, стена ҫумне тайӑнтарчӗҫ. Ӗҫлекен вулкансем пуринчен ытла утравӑн шаларах тӑракан пайӗнче. Унта — скандинавсен чӗлхипе каласан троппы текен пӗр-пӗрин ҫине купаланнӑ чул тусем выртаҫҫӗ, ҫав трахит, базальт вулканран тухнӑ тӗрлӗ туфсем, лава шӑранчӑкӗ юхса хытса ларнисем пӗтӗм утрава хӑрушшӑн кӑтартса тӑраҫҫӗ. Пӗрех хут пусӑран шыв ӑсса килесчӗ сан. — Ҫуралтӑн пулсан пурӑн ӗнтӗ мӗн виличчен, — тенӗ вӑл, анчах Артамонова, ӑна итлемесӗр, малалла каланӑ: — Эсӗ акӑ пӗтӗм пурнӑҫна пурӑнса ирттертӗн. — Мӗскер кӗтсе тӑнӑ-ха апла пулсан манӑн аттене? — тесе ыйтрӗ Мэри Грант. Унтан, Давыдовӑн тутисем йӑл кулса илнине асӑрхаса, шӑппӑн ҫапла хушса хучӗ: — Хамӑр хушӑра эпир ӑна шӳтлесе «Батько Квадратько», тесе чӗнетпӗр… — Пӑтраштарса ярать вӑл мана. «Аван ӗҫ» пекех аҫа ҫури те кӗтмен ҫӗртен темскер хӑйӗнне калатчӗ: — Эпӗ вӗшле йытӑсене юрататӑп, вӗсем — ухмахсем, анчах эпӗ вӗсене юрататӑп. Кӑмӑлӑр пулсан, эпӗ сире ӑсатса ярӑп, — терӗ Лукашка, — эсир урядникрен ыйтса пӑхӑр. Пулма пултараймасть, ҫук, ку — вӑл мар!» «Вӑл шӑл йӗрсе ҫӳреме епле хӑять-ха?» — шухӑшларӑм эпӗ. — Э, кам тӗл пулать, ҫавна. — Илтсе-и, Илья Васильчӑ патӗнче тӑракан юнкерь Лукашкӑна аллӑ монет тӑракан лаша тыттарнӑ, — терӗҫ пӗрисем. Ҫыран хӗррине чупса ҫитсен Лось чарӑнчӗ те хӗрлӗ ҫӑлтӑр ҫине аллипе тӗллерӗ: — Ҫӗр. Бригӑн сӑмси икӗ расчен тӑрӑнчӗ, вара вӑл, штирборт ҫине вӑтӑр градуслӑ кӗрсе туличчен тайӑлса, тӑпах чарӑнчӗ. Саклат хуратӑп: тем тесен те этемех ку, шуйттан мар!» — кӑшкӑрчӗ голова хӑйпе пӗрле килнисене. — Ҫук, кун пирки эсӗ тӗрӗсне кала! — хӗремесленсе кайрӗ секретарь. Кам ҫапла калать — ӑна эс ҫарамас хӑвар, вӑл ҫавах пуян юлать… Панталеоне шарт сикрӗ те, вара куҫне чарнипе ҫӗкленнӗ куҫхаршийӗсем, усӑнса аннӑ ҫӳҫ айне пулса, курӑнми пулчӗҫ. Унпа пӗрле Цветаев тата Шумский пурччӗ. — Анчах асту, ан ҫухат! Ун сӗтелӗ ҫинчен тӗпренчӗксем пухас килмест манӑн. Ҫырма хӗрринчен ҫакӑнса тӑракан кӗрт Миките ӳкнӗ пирки йӑтӑннӑ та, Миките ҫине тӑкӑнса, ҫуха хыҫне юр тултарса лартнӑ. Иккӗмӗш хута пушар хыпса илеймен-ха, унӑн шупка хӗрлӗ ҫути библиотека маччи ҫинче вылять. Амӑшӗ чӳлмек кӑларма кӑмака умне пӗшкӗнчӗ. Еркӗн хӗрарӑмпа ҫыхланман вӑл, анчах ҫак самантран пуҫласа икӗ ҫула яхӑн, хӑй виличченех, ывӑлне асӑрхаман пек пурӑннӑ, унпа калаҫман. Эй, турӑҫӑм! Карчӑк ҫинчен пӗтӗмпех ӑнлантарса патӑм, эпӗ сирӗн куҫсем тӑрӑх куратӑп: кунта, ман умра, ларакансем, эсир мана пурте шеллетӗр. Пурте — пурӑнаҫҫӗ те пурӑнаҫҫӗ… чупаҫҫӗ… хӗвӗшеҫҫӗ, кашниех хӑйӗн пунктне тытаҫҫӗ… Акӑ куратӑр ӗнтӗ, дон Мигуэль, эсир мана шкула яни сая каймарӗ. Тӳпене хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем карса илчӗҫ. Виҫҫӗмӗш кадриль тӗлне ташлакансен йышӗ палӑрмаллах хушӑнчӗ, ҫавна пула мӑшӑрсен залӑна урлӑ та, тӑрӑх та тӑрса тухма тиврӗ. Мӗне пула пит савӑнса ӳкрӗр эсир? — терӗ Шурочка кулса, анчах Ромашов ҫав-ҫавах-ха тимлӗн те кӑсӑклӑн тинкерсе пӑхса. — Питӗ юрататӑн-и эс ӑна? Эпӗ чи юлашкинчен курнӑ япала Петька пулчӗ, вӑл урама сиксе тухрӗ, сӑран пальтоллӑ ҫынӑн куҫӗ умӗнчех хапхана шатлаттарса хупса хӑварчӗ. Нумай вӑхӑт хушши калаҫмасӑр пынӑ хыҫҫӑн, ту каҫҫи патне ҫитес умӗн тин, сывпуллашнӑ май, вӑл сӑмах хушрӗ: — Сирен лекцисем… вӗсем, паллах, халӑха интереслентереҫҫӗ, организацилеҫҫӗ… анчах вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, пӑявне ярса тытрӑн пулсан, туртас пулать, — вӑй пур таран турт, турт. Халӗ ӗнтӗ вӑл, пурне те тӗпӗ-йӗрӗпех шухӑшласа хунӑ вӑхӑтра, Энскпа сывпуллашма та шутланӑ курӑнать. Хӑҫан тухса каятӑр? Мана Василий Васильевич: питӗ лайӑх протезсем кирлӗ, Зуев, асту, терӗ. — Ан шикленӗр, пан Валентин, — йӑл кулса ответлерӗ Макҫӑм, посессор сӑмахне хирӗҫ, — эпир паненкӑсене Гарибальди отрячӗсем валли пухмастпӑр. Вӑл мана алӑран ярса тытрӗ. Ҫапах та Айртон, пӗр тытӑннӑ ӗҫе мӗнле те пулин ӑнӑҫтарас тесе, ҫӗнӗрен тытӑнса пӑхасшӑн пулчӗ, анчах ӑна Гленарван чарчӗ. Мӑян тепӗр пайӗ иккӗмӗш жандарм кӗсйинче тупӑнчӗ, хӑрах куҫли ҫак пурлӑха тепринпе тӑваллах пайланӑ иккен. — Эсир пӗлместӗр-и вара? Сутӑн илнӗ ҫынсен агитацийӗ хыҫҫӑн кайнӑ халӑх ушкӑнӗ ҫине тӑрсах ыйтнипе, суд заседанине каллех тапратса яма шутлаҫҫӗ. Вӑйлӑ сывлӑм ӳкрӗ. Басаврюк мӑнкун кунне те чиркӗве ҫӳременнине асӑрхать те ҫав, хайхине хӑтӑрса пӑхма шутлать — чиркӳ ячӗпе наказани парас тет ӗнтӗ. Ӑҫта унта! Ку тӑкакшӑн вӑл мана килтен хӑваласа ярать вӗт! Кӑмӑллӑ учреждени. Кунта пӗр тӑтӑшран оливка йывӑҫӗсем, гранат улмисем, иҫӗм ҫырли аврисем, хӑйсем тӗллӗнех ӳссе лараҫҫӗ. Давыдов ҫӗкленӗ алӑсене шутласа тухрӗ те, Атаманчукова типпӗн ҫапла каларӗ: — Тасал кунтан. Калатчӗҫ — Ҫӗпӗрте, тесе. — Эсӗ, Давыдов юлташ, пире пӗр ҫур сехетлӗхе хӑвар-ха, ман ак ҫак тӗлӗнтермӗш ҫынпа (аллипе Нагульнов еннелле кӑтартрӗ) калаҫса пӑхмалла. Эсир, Юрий Алексеич, ахӑртнех, курнӑ пулӗ ӑна? Суккӑрсем ку тӗлӗшпе пачах та хӳтлӗхсӗр, ҫавӑнпа ӗнтӗ, хупмасӑрах гостинӑя хурса хӑварнӑ вӑрттӑн дневникри пекех, Петрӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫинче те йӑлтах вулама май пулнӑ… — Пиэмия, — терӗ ҫирӗппӗн те уҫҫӑн тепӗр хут Базаров: — е хӑвӑн тетрадьсене манса та кайрӑн-и ӗнтӗ? Хыртарнӑ хыҫҫӑн унӑн сӑн-пичӗ палӑрмаллах тасалчӗ, анчах улшӑнсах каймарӗ, халӗ те ҫав-ҫавах-ха вӑл, халичченхи майлах, сивӗрех сӑнлӑ, йывӑр шухӑшлӑ ҫын пек курӑнать. Ломоносов хыҫҫӑн наука нумай малалла кайрӗ. Вӑл хӑйне кабинӑра пек туйрӗ. Пире кам та пулин курасран хӑратӑн-ши эсӗ, е хӑвӑн шур питне сивве кӑтартасшӑн мар? — Ҫук… ҫук… кирлӗ мар… — Инсаров уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатрӗ те ассӑн сывласа ячӗ. Ҫывӑрнӑ-ши вӑл е ҫывӑрман-ши? Шурӑ Кашкӑрӑн темиҫе ҫӗр лаша пулнӑ. Илӗр эсир хӑвӑра — пӗтӗмӗшпех… хӑямата кайтӑр! — Тен ыранах каҫса кайма май килӗ? Ну, ҫынни ҫинчен ӗнтӗ эсир мӗн калатӑр: кам-ха ӑна ҫавӑн пекех операци туса янӑ? — Ҫапла ҫав, кӗр ҫитрӗ, ачсемӗр! — Тӑмалла та вырӑнтан тапранмалла мар! — шухӑша кайнӑ пек, отделеннӑйӑн сӑмахӗсене шӑнса пӑсӑлнӑ сассипе тепӗр хут каларӗ Умрихин, унтан пурте хӑй ҫинелле ҫаврӑнса пӑхсан, татах тепӗр хут каларӗ: — Тӑмалла та вырӑнтан тапранмалла мар! Пысӑк кайӑк анать. Августра вӑл ҫӗнӗ машина — чапа тухнӑ «Т–34» илнӗ те, хӗле кӗриччен хӑйсен батальонӗнче «виҫесӗр этем» ятне илме ӗлкӗрнӗ. Вӑхӑт тӑхӑр сехет. Григорий Александрович хӑйне ҫамкинчен чышкипе ҫапса илчӗ те тепӗр пӳлӗмне сиксе тухрӗ. Тоня кӑвак шыв ҫине хуйхӑллӑн пӑхать, — унӑн куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, хресчен туйӗ тырӑ пухса кӗртсен пулать, — салхуллӑн кулса илчӗ Давыдов. — Ҫывӑхарах пырар-ха, курӑпӑр, — тавӑрчӗ Халл капитан. Атте, эс кайнӑ чух ун тӑватӑ кӗпеччӗ. — Павел Павлович, чӑн та, кирлӗ мар, чӑн та, ҫакна туманни авантарах, — хевтесӗррӗн тархасларӗ ӑна Ромашов. — Ҫӗр, — терӗ Лось. Ҫавӑн пек перекетлесе хӑтланнипех ӗнтӗ ӑна хытӑ систернӗ: Бекки нимӗн сӑмах каламасӑрах ҫакна ӑнланнӑ та, каллех унӑн ӗмӗчӗ сӳнсе ларнӑ. — Эсӗ мӗн тунката пек тӑратӑн? Эп ӑна ыратмаллах тивмерӗм. Кала: кам айӑплӑ? Хамӑн туса тӑмалли ӗҫсем мана шутсӑрах иментеретчӗҫ; мана ҫав ҫынсем умӗнче намӑс пекчӗ, — вӗсем пурте хӑйсемсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен, темскер ӑраснах паллӑ, лайӑх япала пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнатчӗҫ, ман вӗсем ҫине, вӑрӑсемпе ултавҫӑсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхмаллаччӗ. Вӑл кун вырсарни кун пулнӑ, Дуня кӑнтӑрлахи кӗлле кайма хатӗрленнӗ. Ҫил те, пӗр-пӗр янӑравлӑ уҫӑ сасӑ та, пӗлӗт те ҫук. Манӑн ӑна курассӑм та килмест. Хӗвелпе ҫуталса тӑракан Юпитер питӗ пысӑк мӗлке парса тӑрать. Андрей, хирӗҫ чӗнмесӗр, пӗр хушӑ шухӑшласа, пилеш ҫинелле пӑхса ларчӗ; кӗренрех пилеш ҫулҫисемпе ҫупкисем ҫинче хӗвел ҫути выляса тӑрать. Салхуллӑн курӑнакан сӑртсен тӑррисем ҫинчен каҫ чаршавӗ хӑвӑрт хупӑрласа килет ҫак мӗскӗн вырӑнсенче ӗмӗр-ӗмӗр хуҫа пулнӑ сивӗ ҫул ҫинчи ҫынсен миммисене шӑмӑ витӗр касса кӗрсе каять… Эсир кайӑр, — нимех те мар! — Петр Николаич! — терӗ денщик, ҫывӑраканнине хулпуҫҫийӗнчен тӗртсе. Манӑн, ҫакна илтсе-нех, ҫийӗнчех тар тухса каять, — тӳрех пӑрахса кайса пытанса ларӑттӑм. Малтанах! — Итлемен те пулӑттӑм! — кӑшкӑрчӗ сквайр. Эпӗ ӑна секундант должнӑҫӗ мӗне кирли ҫинчен кӑшт ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, анчах Иван Игнатьич мана ниепле те ӑнланаймасть. Пуҫне тӳремӗн пӗшкӗртсе пӑшалӗ ҫинче таянса тӑрать вӑл, ури умӗнче кушак ҫури пек хутланнӑ пӗр упа вилли выртать. Вара хӑйӗн шухӑшӗнче ҫеҫ пулнӑ отряда ҫапла команда пачӗ:— Тӑрӑр, маттурсем! Фомана курсан, вӑл чӗмсӗрленнӗ, ӑна питрен тӗпчевлӗн тинкерсе, тимлӗн пӑхма пуҫланӑ. Эпӗ ӑслӑ ҫын мар. Энтрико пуҫне пӑркаларӗ те малалла утрӗ. — Камсем вӗсем Павкӑпа Климка? Хӑй вӑл, вӗренменскер, ӗлӗкхи майлӑрах пурӑнма хисеплерех парать, ӑспа-пуҫпа тавҫӑракан ҫын, ырӑ чуна усаллинчен уйӑрма пултарать, мӗн ӗмӗтленни хӑш чухне ырӑ кӳменнине те лайӑх пӗлет. Пантелей Захаров Холодов… — Хаклӑ мистер Стумп! — тесе хавассӑн саламларӗ сунарҫӑна Луиза. — Никам та курман чух тухса каяс пулать вӗсен, Михайло тете. Ҫавӑнпа тӗлӗнмелли те ҫук, лӑпланма пӗлмен пӑшал сассисем вӑрмансемпе тӳрем ҫӗрсенче курӑнакан тӑватураллисене пӗрре те канӑҫ памаҫҫӗ. Амӑшӗн ку сӑмахпа чӗннинчен яланах кулас килет. Тата кӑмӑлӗ те хускалать. — Герой ҫынсем! — Нимӗн те манмастӑн-и? Санӑн, йӗкӗт, учитель пулмалла мӗн… Кӑнтӑр хӗвелӗ пуҫ ҫинчех ҫутатса тӑрать, смалапа хыр лӑссисен шӑрши кӗрет, ирӗлекен юр нӳрекӗ ҫапать, таҫта ҫӳлте, ӑшӑнса ҫитмен ҫӗртен инҫетре, каҫса кайсах тӑри хӑйӗн пӗр евӗрлӗ ҫӑмӑл юррине шӑратать. Николай Петрович ун ҫине пӑхма тытӑнчӗ, ҫак хушӑра унӑн хӑлхисем ҫывхарса килекен урапа шӑлтӑртатнине илтрӗҫ… — А эсӗ упа апат ҫинине курнӑ-и? Акӑ, пӗр ырӑ аван кун лаг тинӗсе татӑлса ӳкрӗ. — Кун ҫинчен Пизапа Ливорнӑра мӗн шухӑшлаҫҫӗ-ши, ҫавна пӗлесчӗ, — терӗм эпӗ. Ӑнлантӑн-и? — Ҫук. Эсӗ тата? — Ҫапла вара, эпир пӗр петици хыҫҫӑн тепӗр петици ярса Ламбручинипе унӑн йыттисем аслӑ герцога хӑй майлӑ ҫавӑрса, пире иезуитсен аллине париччен тата пире урамра йӗрлесе сӑнама Австри гусарӗсене чӗнсе киличчен лӑпкӑн кӗтсе ларӑпӑр-и, е эпир вӗсем халӗ аптраса нимӗн тума пӗлмен вӑхӑтпа хӑвӑртрах усӑ курӑпӑр та, вӗсене малтан пырса ҫапӑпӑр? — Эпӗ тивӗҫлине тӳлеме хатӗр. — Сире халь лайӑхрах-и, сэр? Ларӑва эпӗ хут ҫырса ятӑм, питӗ васкавлӑ ӗҫпе мана Мускава чӗнеҫҫӗ, ҫавӑнпа та ман вырӑна урӑххи йышӑнтӑр, терӗм. Кунта вӑл айӑплӑн кулса илнӗ. Мана индеецсем хӑвалаҫҫӗ! Походра вӑл пит улшӑнса кайнӑ. Сана валли хваттер пулать. — Ларма типӗрех вырӑн туп-ха. Лисицынпа Лида Павел аллине ыраттармаллах хытӑ чӑмӑртарӗҫ, тӑванла ыталаса илчӗҫ, лаши кил хушшинчен тухса ҫул ҫине пӑрӑннӑ хушӑра, юлташӗсем темиҫе револьвертан салют парса, ӑсатса ячӗҫ. — Ырӑ ир пултӑр! — терӗ ӑна хирӗҫ Людмила. Тарӑхтаратӑн та эс капла. Ку ухмахла шухӑш мӗнле ман пуҫа кӗме пултарнӑ? Лешӗ ӑна: «Злот ҫук ман, ан ҫыпӑҫ», — тенӗ. — Ӑна начар мар туни курӑнать. Анчах ун ҫинчен суд тума иртерех-ха. Вӑл ашшӗн картузне тӑхӑннӑ. Эсӗ хуть анаталла юрттар вӗсене! Ахалех партийнӑй ҫын пек вӑл, ҫуралассах ҫавӑн пек ҫуралнӑ, — терӗ Умрихин ӑна хирӗҫ. Джо макӑрас патнех ҫитрӗ. Вӗсем хыҫҫӑнах иккӗмӗш мӑшӑр ларчӗ. Телейсӗр ҫын каллех пӗтӗм шанчӑка ҫухатса, хуйӑха ӳкрӗ. Ҫирӗпленсех ҫитеймен, ҫӗнӗ туйӑмсемпе тулнӑ ӑс-тӑн ывӑнма пуҫлать: вӑл мӗнпур енчен пырса хупӑрлакан тӗрлӗ туйӑмсемпе кӗрешет, ҫав туйӑмсем хушшинче тытӑнса тӑма, вӗсене пӗр ҫӗре пӗтӗҫтерме, алла илме, ҫӗнтерме тӑрӑшать. Козаксем хӑйсен паттӑр ӗҫӗсене мухтаса ҫӗрӗпе кӑшкӑрашрӗҫ, юрӑсем юрларӗҫ, хӑпарнӑ уйӑх вара урамсем тӑрӑх бандурӑсемпе, трубасемпе, ҫаврака балалайкӑсемпе ҫӳрекен музыкантсен ушкӑнӗсене, Сечьри чиркӳре юрлама тата запорожецсен ӗҫӗсене мухтама тытса усракан юрӑҫӑсене чылайччен курса тӑчӗ. Ну-ка, парӑр-ха ӑна кунта, эпӗ ӑна ирсӗре, пӑркӑчласа илем!» тет. Пу-улчӗ вара! Чӗтрет хӑй, сив чир тытнӑ пек. Озеров куҫ харшийӗсене пӗрӗнтерчӗ. — Вӑл сан куҫа юрамасть. — Вунҫиччӗре, — тавӑрчӗ Эвелина лӑпкӑн, анчах ҫав вӑхӑтрах, темле ачалла хавхаланса, ҫапла хушса хучӗ: — эсир мана чылай аслӑрах тесе шутланӑ, ҫапла мар-и? Вӑл нимӗн те чӗнмерӗ. Пулӑҫа куҫарнӑшӑн турра кӗлтӑватӑп. «Турӑ ҫырлахтӑрах, Иван Никифорович, хӑҫан пенӗ пулӑттӑрччӗ эсир? Вӗсен ӗҫӗсем пек, костюмӗсем те вӗсен тӗрлӗренех. Анчах халь ӗнтӗ кая пулнӑ. Куҫхаршийӗсене ҫӳлелле ҫӗклесе ҫӳрекен Черновицкий поручик пуринчен те кӑмӑллӑрах ӗнтӗ, тӑхӑнасса та вӑл самаях таса сюртук тӑхӑннӑ, сюртукӗ ҫӗнӗ мар, анчах та ӑна питӗ типтерлӗ сапланӑ, атласран ҫӗлетнӗ жилечӗ ҫумӗнче ылтӑн вӑчӑра та пур унӑн, апла пулин те Володя кӑмӑлламасть ӑна. Унтан ӗмӗтленме тытӑнать: — Акӑ, вӗренетӗп, нумай кӗнекесем вулатӑп та — пур шывсем тӑрӑх каятӑп, пурне те ӑнланакан пулатӑп! Питӗ хӑратӑп. Манӑн вӑл мӗн ҫинчен ытларах шухӑшланине пӗлес килет. Атте питӗ хаваслӑччӗ (вӑл ҫав вӑхӑтра нумай выляса илнӗччӗ), Любӑна хаклӑ тӑракан кӗмӗл сервиз парнелерӗ, ҫуралнӑ кун ячӗпе ун валлиех туяннӑ бомбоньерка картишӗнчи пӗчӗк пӳртре юлни ҫинчен аса илчӗ. — Йӗкӗлтеҫҫӗ мана старике. Эпир калаҫма чарӑнтӑмӑр. — Ҫук, Аксель, ҫук. Ватӑ мексиканец хӑй тӑванӗн хӗрне пит юратнӑ, харпӑр хӑй хӗрне юратма пултарнӑ пекех юратнӑ. Васютинӑн юратнӑ сӑмахне Воропаев турех уйӑрса илчӗ. Йывӑҫсем хӳшшинче ем-ешӗл ҫарансемпе сӗлӗ акнӑ уй-хирсем курӑнаҫҫӗ. Кунӗн-ҫӗрӗн вӑл ун ҫумӗнче пулӗ. — Ҫапла, тӗрӗс, асаплантаратӑп. — Дмитрий, ун пек ан ту, Дмитрий… — Тата эпӗ Федосья Михайловнӑна куртӑм. Анчах кунта килсе лекмеллине эсӗ ӑҫтан пӗлтӗн-ха? Калаҫасси вара, тӳре тӑвасси — унӑн ӗҫӗ мар; тӳре тӑвасси ман ӗҫ вӑл, — мӗншӗн тесен, эпӗ — хуҫа. — Ҫапла… чун илли! — куҫҫулӗ витӗр ответлерӗ Женя. — Мӗнле ҫӗрӗ, мӗнле хӑвӑлтан? Вӑл кӑмака та хутмарӗ, хӑй валли апат та пӗҫермерӗ, чей те ӗҫмерӗ, ҫӗрле пулсан тин пӗр татӑк ҫӑкӑр ҫирӗ. Запалӗ ҫуннипе кӑшт ҫеҫ тӗтӗм кӑларса выртакан бутылка патӗнчен иртсе, танк тӳрех Андрей окопӗ ҫинелле килме тытӑнчӗ. Вӑл татах тем ҫинчен ӑнлантарса пама тӑнӑччӗ, анчах Пугачев ӑна пӳлсе хучӗ:— Епле эсӗ ҫавнашкал вак-тӗвексемпе ман патӑма тӑрӑнма хӑйрӑн? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ те вӑл, секретарь аллинчи хута туртса илсе, унпа Савельича питӗнчен печӗ. Магазин чӳречисенчен Роста плакачӗсем курӑнатчӗҫ: Ҫи ананас таПӑчӑр чӑмла, — Пурпӗр пӗтетӗн,Буржуй. Эх, мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ унта!.. Унтан моторсен кӗрлевӗ аяккалла кайрӗ, вара тӳрех хӑйсен парашючӗсемпе аялах аннӑ ҫутатакан ракетӑсем чашкӑрса ҫунса пӗтни, урамӑн тепӗр енче пуҫланса кайнӑ пушар кӗрлени илтӗнчӗ. Джемма ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Тӗрӗс, господин Паганель, — терӗ Гарри Грант. Кунашкал чечче питлӗ шельма какайсӑр пӗр кун та пурӑнмасть пулӗ-ха. Гек килӗшрӗ. Департамента каймарӑм. Сана сӑран тыттарнӑ йӗм, шпорӑсем, будённовка, шашка кирлӗ, унсӑрӑн эсӗ ни пулӑ, ни аш мар — тесе хучӗ. Феничка мӑйне тӑсрӗ те питне чечек патне ҫывхартрӗ… Мазурка вӗҫнелле ҫывхарать: ватӑрах арҫынсемпе хӗрарӑмсем кукамай патне пырса сывпуллашрӗҫ те кайрӗҫ; тарҫӑсем, ташлакансенчен пӑрӑна-пӑрӑна, савӑт-сапана хыҫалти пӳлӗмсене ҫӗклерӗҫ; кукамай самаях ывӑннӑ, сӑмахсене тӑсарах, ирӗксӗртен калаҫать, музыка калакансем те вӑтӑрмӗш хут та пулӗ ҫав кӗвве ӳркенчӗклӗн пуҫлаҫҫӗ. — Килте кам та пулин пур-и, кинемей? — ыйтрӗ вӑл хуҫа арӑмӗнчен. — Мӗншӗн вӗреҫҫӗ вӗсем? Ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. — Эх! Ӑҫта васкатӑн! Кулӑшла калаҫать. Ҫапла хушнӑ хыҫҫӑн маркиз баррикада ҫине кайрӗ. Начальник килсен пӗтӗмпех улшӑнчӗ. Ҫак хыпар Марийкӑна ҫапсах хуҫнӑ. Таверна уҫӑччӗ, хуҫи хӑйӗн стойки хыҫӗнче тӑратчӗ. Ман унта юлас килмерӗ, калас пулать, вӑл маншӑн пит вашаватах пулмарӗ. Эпӗ ҫӗрлехи сулхӑнпа усӑ курса, Аламо хӗррине тавӑрӑнас терӗм. Сеттльментре манӑн ӗнтӗ урӑх нимӗн ӗҫ те пулман. — Мана пӗр сысна ҫури парнелесчӗ хӑть. Ҫакӑн чухлӗ инкек кӳнӗ каронада хӑй те, халь каллех тытса сӑнчӑрласа лартнӑскер, йӗркерен тухрӗ. Дик — опытлӑ моряк, вӑл тинӗс инҫетне тинкерме хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа йӑнӑшмарӗ. Тепӗр сехетрен ку чӑнахах та ҫӗр пулни пурне те паллӑ пулчӗ. Пурнӑҫ яланах ҫавӑн пек, — вӑл ҫуллен-ҫул пӑтранчӑк шыв юххи пек пӗр евӗрлӗн те вӑраххӑн таҫталла юхса тӑрать, вӑл ҫынсен куллен-кун пӗр пек шухӑшласа, пӗр ӗҫ туса пырас тахҫанхи йӑлисемпе ҫирӗп ҫыхӑнса тӑрать. Макҫӑм йывӑррӑн сывласа ячӗ. Сӑмахсем пичетленӗ енне хӑрӑмпа варланӑ, хӑрӑмӗ манӑн алла варалама пуҫларӗ. Тепӗр енне кӑмрӑкпа икӗ сӑмах: «вырӑнтан кӑларнӑ» тесе ҫырса хунӑ. Пан полковник отряд умӗнче илемле хура ӑйӑрпа пырать, апрель кунӗ ӑшӑ пулин те, вӑл кавказ бурки тӑхӑннӑ, пуҫӗнче хӗп-хӗрлӗ шерепеллӗ ҫемҫе запорожски ҫӗлӗк, черкеска, йӗри-тавра хӗҫ-пӑшал: кинжал, кӗмӗл хӗҫ. — Эп ӑҫта пытанса тӑнине ыйтсан, кала, — анчах вӗсене хӑйсене ҫеҫ кала, ӑнлантӑн-и? — Ҫук, сэр, вӗсем ҫинчен нихҫан та илтмен. «…Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ иккенне пӗлтерме васкатӑп, — хӑвӑрттӑн малалла каларӑм эпӗ. Тӗн, пуҫланса кайнӑранпа ку тарана ҫитиччен вулкансен шучӗ пӗрмаях сахалланса пыни паллӑ мар-и мӗн? Апла, варринче вут вучаххи пур пулсан, ҫав вучах вӑйсӑрланнӑҫемӗн вӑйсӑрланса пырать, тесе калама ҫук-и вара? Клавичёк сире салам ҫырса пӗлтерме хушрӗ. Тен, ҫав пур енчен те таса «аттен» тӑванӗ пулӗ? Челкаш, шӑлне йӗрсе, пуҫне ҫӗклесе, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те каллех ӳпӗнчӗ… Калас пулать, эпир сирӗн пата киличчен пулнӑ колхозсенче пире чӑнах та хатӗрлевҫӗсем тесе шутларӗҫ, эсӗ кӑна, Разметнов юлташ, Хижнякпа эпӗ чӑн-чӑн хатӗрлевҫӗсем пулнине ӗненмерӗн. Эпӗ акӑ халь ҫӗтӗк-ҫурӑк чухӑн жид, пурте ман ҫине йытӑ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах пулам ҫеҫ укҫаллӑ, Варламов та ман умра Моисей сирӗн умра мӗн хӑтланнине тунӑ пулӗччӗ ун чух. Чура пурнӑҫне ача чухнех тӑраничченех курма та тӳсме тиврӗ пуль мана. Шӑпах хурахсен лашиччӗ ҫав ӗнтӗ… Хӑшӗ-пӗри курасшӑн пулнӑ, хӑрушӑ пулсан та пынӑ. — Сирӗн инкек пулса урӑра хуҫни ҫинчен-и? — «Нумай иклетрӗ-и?» Петковица карчӑк залран вӗсене ҫакӑн пек канаш пачӗ: — Ӗнтӗ килӗре кайӑр та, пӗрне-пӗри савса та килӗштерсе пурӑнӑр, урӑх ан шанӑр ҫав ылханлӑ Голоссене… — Эсӗ ху ылханлӑ ҫын! — ӑна хирӗҫ кӑшкӑрса ячӗ ун хыҫӗнчех ларакан Фратю господинӑн амӑшӗ. Уксахӗ хӑй ӗмӗчӗ туласса шанса ватӑ ҫынран кулма тытӑнчӗ. — Тархасшӑн, ан ҫилленӗр, — тилмӗрсе ыйтрӗ Эмиль. А комиссионерне ман ӑна курас килмест, хӗнетӗп-ха эп ӑна хӑҫан та пулин. — Воропаев юлашкинчен каланӑ сӑмах килӗшрӗ-и? Вӑл ҫара уран, ҫӗлӗксӗр, пӗр кӗпепе тата пӗр йӗмпе ҫеҫчӗ, унӑн пуҫӗ ҫинче тураман ҫӳҫӗсен хура купи мӑкӑрӑлса тӑратчӗ, ҫӳҫӗсем малалла тухса тӑракан ҫамки ҫине те усӑнса аннӑччӗ, ҫамки айӗнче каюра куҫӗсем пек пӗчӗк, юнпа тулнӑ куҫсем курӑнатчӗҫ, вӗсем тархасласа, пӑлхануллӑн пӑхаҫҫӗ. Зинаида ӑна каласа пӗтерме памарӗ. Половцевӑн та, манӑн та урӑх ниҫта та кайса кӗмелли ҫук, эпир вилӗм ҫине пырса тӑрӑнатпӑр… Вӑл та ҫар ҫынни, майор. Вӑл начар негр мар, джентльменсем. Эпӗ, хам енчен, эсир ҫутҫанталӑк наукисем енӗпе ӗҫленӗшӗн питӗ хавас. Ҫутҫанталӑк вӑйӗсемпе хаяррӑн кӗрешесси те ҫакӑнтан пуҫланмалла. Лӑпланса ҫитсен, вӑл кӑштах хӑрӑлтатакан сасӑпа ыйтрӗ: — Эс вара мӗнле? — Эсир ан кӑшкӑрар! — калаҫма тытӑнчӗ вӑл, аллине ун патнелле тӑсса. Ҫапах «Пилигрим» пур парӑссене те ҫӗклемен-ха. — Акӑ тата мӗн шухӑшласа кӑларчӗҫ! Эпӗ пур япаларан та иккӗленме юрататӑп: ҫапла пулни характер ҫирӗплӗхне кансӗрлемест; хама мӗн кӗтнине пӗлмесен эпӗ яланах малалла хӑюллӑн утатӑп. Тӑкӑннӑ хурӑн ҫулҫи ури айне лекнине туйсан, Марийка ҫапла шухӑшларӗ: «Андрей та халь ҫак ҫулҫӑ пекех; ҫил вӗҫтерсе хӑпартать те ӑна, тӑван килтен таҫта инҫете-инҫете илсе каять…» Мӗн тӑвас тетӗн? — тесе илетчӗ. Хӑвӑр арӑму ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр, сэр, ан манӑр Мэри Грант ҫинчен. «Строгий выговор лаплаттарӗҫ акӑ, секретарьтен кӑларса пӑрахӗҫ», — шухӑшлать Макар, ҫав хушӑрах Самохин ҫине шиклӗн пӑха-пӑха илет. Сухал айӗн кулкаласа, Шалый пирус чӗркеме пуҫларӗ. Шӑрпӑк пӗрчисем ҫунса пӗтрӗҫ ӗнтӗ. Пичче компас ҫине пӑхрӗ, унтан куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те тата тепӗр хут пӑхса илчӗ. — Тӗрӗс калатӑр, Джон, — терӗ ӑна майор, — а кун ҫинчен пӗлсен, ӑна вӗсем часрах шыраса тупӗччӗҫ. Сулӑ ҫине таврӑнсан, король укҫине шутласа пӑхрӗ — сакӑрвун ҫичӗ доллар та ҫитмӗл пилӗк цент пухӑннӑ. — Николаев сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ. Французла документа тӗрӗс ӳкерсе илсен, ҫапла пулать: trois ats tanniagonie australaborcontin pr cruel indiiete ongit et 37°11` lat — Цифрсем кунта, господа! — кӑшкӑрса ячӗ Элен. Ия! — пур. Володя обоз офицерӗ хӑйне хӑй пӗр именмесӗр-тумасӑр, чаплӑн тыткаланинчен тата пиччӗшӗ ӑна ҫав тери хисепленинчен тӗлӗнсе кайрӗ. — Куратӑн вӗт, атте-аннесем мӗнле манӑн? Хӗрарӑмсем, сурӑхсем пекех, амвон ҫинелле тапса сикеҫҫӗ, тиечукӗ ҫавӑнтах: «Ай-ю-у-уй, ухмаха ерсе кайнӑ-им эсир!.. — Ҫук-ха… эсӗ мӗнле шутлатӑн-ши — сана вӗри, эсӗ, чӑнах та, сывах мар, тухтӑр патне ярас мар-и? Мучи! Акӑ, татах хам ҫинчен калаҫа парам-ха сире: ҫирӗммӗш ҫулта эпӗ каялла чакса кайнӑ ҫӗртен тавӑрӑнтӑм. Чӑннипе илсен, ҫав ҫуртран лайӑхраххи урах пулма та пултараймасть ӗнтӗ. Вӑл шӳт туманнине чухласа эпӗ унпа тӳлесе татӑлмашкӑн укҫа вӑрлама шут тытрӑм. Унӑн йӗресси килчӗ, анчах вӑтанчӗ. — Италие. Лосьпа Гусев ҫӗр аллӑ банкетра, каҫхи апатра тата ӑслӑлӑх пухӑвӗсенче хӑйсене тивӗҫлӗ ӗҫме-ҫимепе сӑйланчӗҫ. Кораблев чӗнмерӗ. Каламаллаччӗ-ҫке ӑна, вӑл мана йӗкехӳресемшӗн ахалех вӑрҫрӗ. Вӗсем ӑна хӑйӗн тӳрӗлӗхӗпе хӑюлӑхӗ пирки хӑрушӑ сӑмахсем илтме хӑнӑхтараҫҫӗ, ҫав сӑмахсем ӑна малтанхи пекех вӑйлӑ пырса ҫапмаҫҫӗ ӗнтӗ, вӗсене вӑл хӑйӗнчен аяккалла тӗртсе яма вӗренчӗ. Хӗрача команда парса тӑнӑ тӑрӑх эпӗ сӗтел ҫинче калла-малла уткаласа ҫӳрерӗм; вӑл мана тӗрлӗрен ыйтусем пачӗ те, эпӗ хирӗҫ хытӑ кӑшкӑра-кӑшкӑра ответсем патӑм. — Тӑрӑр! — тесе команда пачӗ майор, хӗҫне туртса кӑларса, хирӗҫ тӑракансене унпала уйӑрса. Петр, хӑйне чӑпӑрккапа ҫапнӑ пекех, пуҫне кӑлт! ҫӗклерӗ. Вӗсем ҫине шутлама юрать-и вара? — хӑраса каларӗ амӑшӗ. Пичӗ те, тумтирӗ те йӑлтах юнпа ҫӑрӑлнӑ пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ. Ҫак вут хӗм хыпса илнӗ чылай анлӑ ҫӗршывра хӑрушӑ ӗҫсем пулса иртрӗҫ… Халл капитан карапа ҫапӑнтармасӑр, ӑста тытса пыма, моряксем калашле, Ҫӗнӗ Зеландине Ырӑ Шанчӑк сӑмсахӗнчен те кӑнтӑрарах ишсе ҫӳрекен пӑр катрамӗсем хушшипе йӑпшӑнса тухма пӗлет. Ҫурҫӗр тинӗсӗсенчипе танлаштарсан, ку широтасем Кӑнтӑр полюсне чылай ҫывӑхрах. Эпир искусствӑпа ҫутҫанталӑка пӑтраштарма ҫав тери хӑнӑхса кайнӑ та, пире ҫутҫанталӑкӑн живопиҫре нихҫан тӗл пулман сӑнлӑхӗсем ӗненмелле мар пек туйӑнаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк чӑн-чӑн пек мар курӑнать, е тата пачах урӑхла: живопиҫре ытла нумай тӗл пулакан сӑнлӑхсем йӑлӑхтарса ҫитернӗ пек курӑнаҫҫӗ, чӑн пурнӑҫра тӗл пулакан хӑшпӗр сӑнлӑхсем вара, пӗр шухӑша, пӗр туйӑма ытла та вӑйлӑн палӑртаканскерсем, шутсӑр ӗлккен пек туйӑнаҫҫӗ. Вӑл ман ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхать, ун куҫӗнче этемли ним те ҫук. Ун куҫӗнче эпӗ ниепле хӗрхенӳ те курмастӑп. — Ах, эпӗ сире паллайман пулӑттӑм, — сӑмах хушрӑм эпӗ, хам ҫав вӑхӑтра ӑна кирек хӑҫан та палласа илме май пурри ҫинчен шухӑшларӑм пулин те. — Сывах. — Эсир кӗнеке пек пӗлтерсе тӑратӑр, Паганель, — тесе хучӗ Гленарван. Тумланасса вӑл лайӑх та тӑп-тӑп тумланать; Францирен кӗнекесем, ӳкерчӗксем, хаҫатсем ҫырӑнса илет, анчах та вулама вара питех юратмасть: «Ӗмӗрхи жида» аран-аран вуласа тухрӗ. Шӑп ҫакӑнта вара эпӗ, сасартӑках, паттӑрла ӗҫ тума шутларӑм, ҫак ӗҫ пире юлашки вӑхӑтра вилӗмрен ҫӑлчӗ. — Епле апла? — терӗ Марта, икӗ аллине шарт ҫапса. — Эпир ыттисем пек ҫара ҫынсем мар, пирӗн ашшӗ хӑй сенатор; пин е ытларах чун мужик пулнӑ унӑн тата пире те пинпе ярса тӑраҫҫӗ. Эпӗ хам аякранах асӑрхакан ҫухрӑм юписем ҫине тинкеретӗп; паҫӑртарах сапаланса тӑнӑ, халӗ тискер хура мӗлке евӗрлӗ пысӑк каплама пуҫтарӑнакан пӗлӗтсем ҫине пӑхатӑп. Ак кур ӗнтӗ мӗнле ҫынсем пур: ӑна ҫаратаҫҫӗ, вӑл — хисеп те салам каласа ярать! Эпӗ Швабрин ҫине лӑпкӑн пӑхса илтӗм, анчах пӗр сӑмах та каламарӑм. — Эпӗ сана ӑнланмастӑп, — терӗ ашшӗ. Ҫав ҫынсен шухӑшӗсем пӗр енлӗ те йӑнӑш пулаҫҫӗ, анчах вӗсем кӑсӑк тата таса чӗререн тухаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене кӑна юратни те темӗншӗн каҫарма тивӗҫлӗ пек тата лайӑххӑн туйӑнать. Эсир пӗччен пурӑнмастӑр пулӗ, тен? Мӗншӗн тесен пирӗн куҫа Уйӑх ҫине ӳкнӗ Хӗвел ҫути ҫапать. Час-часах шутлатӑп та, ӑнланса илейместӗп эпӗ: сансӑр пуҫне мӗнле юратмалла-ха кама та пулин урӑххине? — Ухмаха тухрӑн иккен, хӗрӗм, йӑлт ухмаха тухрӑн, — йынӑшса ячӗ унӑн чирлӗ амӑшӗ. — Э, ҫук, — хирӗҫлерӗ Уэлдон миссис, — ҫак ҫын яланах пирӗн куҫ умӗнче пултӑр тейӗттӗм эпӗ. — Эпӗ санӑн аннӳне питех те хӗрхенетӗп. — Ҫук, — терӗ Катя, хуллен аппӑшӗн аллине сирсе. Кайӑк кӑмӑлсӑррӑн, тарӑхуллӑн ларать, — арҫын ача пекех вӑл та Скайльс ҫинелле тӗмсӗлнӗ. Манӑн йӑлана кӗнӗ пӗр сӑмах пур, «Сеlа nе tirе bas ӑ соnsequеnсе», пӗлместӗп, мӗнле каламалла-ши ӑна вырӑсла. — Вӗсем — пулман. Пуринчен ытларах хӗрарӑмсем ҫакӑн пек чухне пӑшӑрханса асапланаҫҫӗ. — Юрӗ, эпӗ кӗтме пултаратӑп. «Мӗн кирлӗ сана кунта?» сиввӗн кӑшкӑрчӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ тимӗрҫӗ. — Мӗн тума тивӗҫ? — ыйтрӗ тепӗр хут Воропаев, вӑл каланине илтсе юлаймасӑр. Вӑл пӗтӗмпех ҫамрӑк та ешӗл: сасси те, сӑн-пичӗ ҫинчи вӗтӗ ҫӑм та, ывӑҫ тупанӗсем ҫинче шурӑрах ҫаврашкасем пулнӑ кӗрен аллисем те, кӑшт ҫеҫ ансӑр хулпуҫҫийӗсем те… — Юрать, эпӗ сана каллех унта кайма хистемӗп, — терӗ вӑл ҫемҫе сасӑпа. Ҫынсем хуҫана хӗтӗхлеҫҫӗ, анчах нихӑш те тавлашасшӑн мар. Юлашкинчен Бенедикт пичче халех ҫула тухма хистенӗ. — Кайрӑмӑр… — терӗ Бляхин сӑхсӑхса. Мустангера хирӗҫ тарӑхса каланисем янӑраҫҫӗ. — Каях киле! Вӗсенчен пӗри Корчагин. Пирӗн паллашу ҫакӑнтах пуҫланчӗ те вара. «Лӑплантаракан ҫын! — шухӑшларӗ вӑл шӑллӗ ҫинчен. Хӑйсен пурлӑхӗн пысӑк пайне пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӗсем укҫашӑн ҫунса хисеп тӗлӗшӗнчен хӑйсенчен каярах тӑракан, илемлӗх енчен те, сывлӑх тӗлӗшӗнчен те уйрӑлса тӑман хӗрарӑмсене качча илеҫҫӗ, вӗсене вара мӗн виличченех кураймасӑр пурӑнаҫҫӗ. Хӑйнех начар. Госпитальтен тухас вӑхӑт мӗн тери ҫывхарса пынӑ, чирлисем хӑйсен чир-чӗрӗсем ҫинчен ҫав тери сахалтарах шухӑшларӗҫ. Анчах пӗрре вӑл, Францин адрес-календарне пӑхса ларнӑ чухне, отставкӑна тухнӑ фон Дöнгоф майор ятне тӗл пулчӗ. — Эсӗ мӗн? Анчах кам пӗлет, — чун-чӗре вӑхӑтлӑха лӑпланни, тен, хӑй шухӑшлас темен ҫӗртенех шухӑшлаттарма хистет, ҫав тӗтреллӗ те сапаланчӑк шухӑшсем те унӑн пуҫӗнче пӗр-пӗрин патне ҫӑмӑлтараххӑн ҫул хываҫҫӗ. — Ҫитет! — Малашне вӑл та унӑн аллинче пулать, — терӗ пӗчӗкҫӗ дикарь. Эпӗ Зинаидӑна курма пултарнӑччӗ, анчах каймарӑм, тек нихҫан та кураймастӑп, — ҫак йывӑр шухӑш мана калама ҫук хурлантарчӗ. — Апла пулсан, халех чикмексем тума хушӑр. Каях, Макар! Каларӑн? «Э! — тесе шутларӑм эпӗ. — Мӗнле ыйтатӑн эсӗ ҫак? «Ҫак мужиксемшӗн тата ҫак ландшафтшӑн пӗр тӗнкӗ ыйтатӑп. Эпӗ кӗнӗ чухне мистер Джеральд пӗчченехчӗ. Макар муклашкаллӑ кӗрхи ҫӗртме пусси тӑрӑх ҫав тери вӗчӗхсе, тарӑхса утать. — Парӑр мана аллӑра, ырӑ ҫамрӑк ҫын, тата ҫак ҫурта ҫавӑтса кӗрӗрччӗ! — терӗ. Пӑртакран вӑл картишне тухрӗ. Илтетӗр-и? Чӑн калатӑп!.. Вӑй ҫук санӑн, пӑвса вӗлерейместӗн. Луиза халь ун ҫинчен пит нумаях пӗлмесен те, ҫапах ӗлӗкхинчен нумайрах пӗлнӗ. Вӑл хӑйне яланах: манӑн ӗҫ малта тесе йӑпатнӑ; ӗлӗк тискер ӗҫ тунӑ шухӑша сирсе яма тӑрӑшнӑ. Шыв йывӑрлӑхне чӑтаймасан вара, карапа шыв тулать те, вӑл путать. Эсир ыйтатӑр: мӗншӗн эпӗ вӗлернӗ, тетӗр. Ой, тантӑшӑмсем, юратнӑ тантӑшсем, Пирвайхи кӑпка юр ай ӳксессӗнех, Чӗреме кӑларса илӗр ман кӑкӑртан, Пытарса хурӑр ӑна шурӑ юр ӑшне!.. Ҫанталӑкпа интересленет, ҫумӑрсем вӑхӑтра ҫумаҫҫӗ, тет. Денни ӑна хӑвӑрт кӗме пултарайман. Сӗтел ҫинче чӗн пиҫиххисем выртаҫҫӗ тата темӗнле ҫутӑ япала йӑлтӑртатать. — Аса илнипе кӑна та мар-ха, тата… — унӑн пит-куҫӗ ырӑ кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ пулса тӑчӗ, — пӗр питӗ кирлӗ те питӗ интереслӗ ӗҫ хушрӗҫ-ха. Акӑ мӗнле туйӑнчӗ мана: мӗн пур ҫӑлтӑр — эпӗ, пӗтӗмпех — эпӗ! Анчах салтак ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмен, пӑхман та вӑл ун ҫине. — Ҫук; эпӗ ун йышшисене юратма пултараймастӑп: вӗсем ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхмалла. Ултӑ кӗсменпе вӑйлӑн ишнипе шлюпка ҫыран хӗрринелле хӑвӑрт ишсе кайрӗ. Пӗр-пӗрин хушшинче пулнӑ калаҫӑва ӗҫ ҫине куҫартӑн-им? Вӑл ахӑлтатса кулса ячӗ. — Эп ҫаптарӑп ӑна! — лӑпкӑн каласа хунӑ Фома. Вӑл хӑйӗн майрине мана лайӑхрах асӑрхаттарма хушрӗ тата ман ҫумра Глюмдальклича хӑварма килӗшрӗ, мӗншӗн тесен эпир пӗр-пӗрне иленнине тӳрех асӑрхарӗ. Хӑшӗ-пӗри лаптӑк тӑрӑсенчен хӑпараҫҫӗ те юхан шыв е ӗшне урлӑ ҫара ҫерҫилле вӗҫеҫҫӗ. Эпӗ акӑ санпа тӑраниччен калаҫатӑп та каятӑп. Ну, каласа пар, епле пурӑнатӑн?… Нетавщина тарӑхтаратчӗ те, ӑна хӑрататчӗ те пулас, анчах: вӑл вӗрентӳ мӗнлескер? тесе ыйтсан, вӑл питех те ӑнланса илмелле мар ответлетчӗ: — Нетовщина — вӑл чи усал йышши еретичество, унта пӗр ӑс-пуҫ ҫеҫ, турри ҫук! Анчах ҫак лӑпкӑ ҫын мӗн пурӗ те гагарӑсем ҫеҫ тыткалани ҫинчен Фридриксон господинран илтсе пӗлсен, вӑл мӗнле сунарҫӑ пулма пултарнине тин ӑнланса илтӗм. Аманнисемпе тата чирлисемпе мӗн тӑвӑпӑр? Хуняма карчӑк, апачӗ пӑртак сивӗнтӗр тесе, ҫӑмахне пысӑк хурантан чашӑк ҫине антарса лартать. Ӗҫ хыҫҫӑн пурин те хырӑмӗсем выҫнӑ, пӗри те ҫӑмах сивӗнессе кӗтесшӗн мар. Председатель шӑнкӑравне янраттарчӗ. Ун ҫине эпӗ питех те тинкерсе пӑхрӑм. — Ҫап-пла-а… — тенӗ Маякин, усӑннӑ пуҫне ҫӗклемесӗр. Ватӑ сунарҫӑ хӑйӗн пӗртен пӗр шпорипе кӗсрене аяккинчен панӑ та, лаша вара юртӑпа чупса кайнӑ. — Мӗн тумалла ӗнтӗ халӗ, ашшӗ? Ҫул ҫывӑхӗнче пӗр-ик акр пысӑкӑш уҫланкӑ пур. Аран-аран шӑрпӑк чӗртрӗм, пӑхатӑп — урайӗнче Ҫӑрттан мучи йӑваланса выртать, ман ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхать, теприне хупнӑ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн ман хуҫасем ҫывӑрма выртатчӗҫ, эпӗ аяла чупса анаттӑм та, вӑл килте пулсан, ун патӗнче сехетшер лараттӑм, хӑш чухне ытларах та ирттереттӗм. Географи урокӗнче ҫав кӑвакалах ҫӗр ҫинче ӑҫта-ӑҫта пурӑннине вӗренеттӗмӗр: карттӑ тӑрӑх вӑл ӑҫта пуррине те ӑҫта ҫуккине кӑтартаттӑмӑр. Петр унтан кичеммӗн уйрӑлса кайрӗ. Халӗ те ҫавнашкалах пулчӗ. — Сӑнанӑ эпӗ ӑна… Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн Андрий тӗлӗрнӗ пек пулать, вара пӗр вӑхӑт хушши ун умӗнчи пӗлӗте темле ҫӑмӑл тӗтӗре хупласа лартать, унтан вӑл каллех тасалать те пӗтӗм талккӑшӗпех курӑнакан пулать. Йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ ҫӳллӗ те илемлӗ топольсем ӑшӑ ҫилпе шӑппӑн хумханкаланине салхуллӑн пӑхса тӑрать. — Мӗн вӑл сухал? Сухал вӑл — курӑн: ӑна ҫулса пӑрахма та пулать. Именнӗскерсем, йӑлт пусӑрӑннӑскерсем, вара пурте пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр саланчӗҫ. Ача тухрӗ. Крыльцаран савӑнӑҫлӑн сикрӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, хир урлӑ Кистенӗвка енне чупса кайрӗ. — Анчах камсем вара «вӗсем»? Шӑпах юрӑхлӑ саманта пула эпӗ ӑна костыльпе яра патӑм. Шавлакан ҫил, ҫурӑм хыҫӗнче — Лосьӑн вӗри кӑкӑрӗ, Лосьӑн унӑн хул пуҫҫи ҫинчи шурӑ мамӑк тир ӑшне кӗрсе кайнӑ алли… — Юрать. — Ҫутҫанталӑк та нимӗн те мар-и? — тесе ячӗ Аркадий, инҫетелле, ҫӳлтех мар хӗвел илемлӗн те ҫемҫен ҫутатса тӑракан чӑпар хирсем ҫине шухӑшлӑн пӑхса. — Апла иккен, эсир пӗтӗмӗшпех пӗлетӗр. — Хам курнӑ пулсан — аплаччӗ. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Ҫак йывӑҫсене хӗрарӑмсем ку таранччен те курса ҫырлисене пуҫтарманни вӗсене питех те тӗлӗнтернӗ. Паян ҫеҫ-ха, сирӗн Петр ҫине пӑхнӑ май, ман куҫ умне тӳрех суккӑр Юрккан кӗлетки тухса тӑчӗ: рушница вырӑнне вӑл ҫурӑмӗ хыҫне бандура ҫакнӑ, юланутпа… Тепӗр пилӗк минутран пушанса юлнӑ площадьре, кӗлетсем патӗнче Давыдовпа Макар кӑна тӑрса юлчӗҫ. — Ну, мӗн вара эсӗ? Анчах эпӗ питӗ мӑнкӑмӑллӑ ҫын, ун пек шутлама май туса памӑп. Эпӗ хамӑн вӗҫӗмсӗр ҫырӑвӑма ҫыра-ҫыра вуласа тухатӑп, каллех ҫыратӑп. Анчах та эпӗ санпа пустуй палканине хамах чухлатӑп, ара мӗн чухлӗ-ха каламалли сӑмахсем, чи кирлисем. Ҫакна эпӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек вак-тӗвекпе вӑхӑт нумай пӗтет. Вӗрентекенсемпе ӑс паракансем тӗлӗнетчӗҫ, эпӗ ӑслӑ ученӑя тухасса, чиркӳ чапӗ пуласса ӗненетчӗҫ. — Епле апла? Унӑн апачӗпе мӗн тумалла-ха? — тесе ыйтрӗ ватӑ кухарка. — Эсир, монсеньор, ӑҫта пуҫтарӑнмаллине каламӑр-и пире? Эрехшӗн вӑл аван тӳлерӗ тата хӑй те лӑпкӑ ҫын пулчӗ. — Ҫапла-а ҫав ӗҫсем, — ахлатса сывларӗ Ромашка. Пӑхатӑп: пӗлнӗ пекех, Том Сойер мана кӗтсе тӑрать. Унсӑр пуҫне тата флягӑпа пистолета та илнӗ иккен. Юлашкинчен, ҫӗр айӗнче ҫӳремелли ҫулсем тата унти базӑсем йӑтӑнса анассипе хӑратса тӑраҫҫӗ. Вӑл чӑнласах та интереслентерекен ҫын, ҫӗнӗ кӑвак костюмне тӑхӑнса пырсан, тӳрӗ кӑна ҫын, хулӑн мар, туртасса вӑрӑм муштукпа туртать, кулкаланӑ май пӳрнисемпе мӑйӑхне тӳрлеткелет. Николай Петрович Феничкӑпа ҫапла паллашнӑ. — Эпӗ пӗлместӗп, — илтет вӑл; темӗнле «Воропаевӑнни» евӗрлӗ чарусӑр ҫилӗ унӑн тӑнлавӗсене сасартӑк хӗстерсе лартать. Каленик хӑй ҫитес тенӗ ҫӗре утса ҫитиччен эпир, паллах, голова ҫинчен пӗр-икӗ сӑмах каласа пама ӗлкӗрӗпӗр. Кусем, паллах, пурте илӗртеҫҫӗ; анчах тулта пӑч-тӗттӗм пулни ӑна каллех хӑй ӳркенчӗк иккенне аса илтерчӗ, канлӗх тесен вара козаксем, пурте, пӗтсех каяҫҫӗ. Урӑх нимӗн ҫинчен шухӑшламалли те, нимӗншӗн пӑшӑрханмалли те ҫук. Ырӑ мар, кичем шухӑшсене ҫеҫ сирсе ямалла ҫитрӗ те. Ҫӑлӑнма пултарнисем пурте ҫӑлӑнчӗҫ, ун чухнехи йӗркесӗр те нимскере шута илме пӗлмен ӗмӗр йӑлипе вырӑнтан хускалса тарса пӗтрӗҫ. Ҫапах ҫакнашкал ҫивчӗ хӑлхасем те, кайӑк сассипе улатакка шакканисӗр тата хыр тӑррисем пӗр пек шавланисӗр пуҫне, вӑрманта урӑх пӗр сасӑ та илтмерӗҫ. — Мӗн курмалла марри унта, — пӗтӗм чун-чӗринчен каларӗ старик, вара унӑн пичӗ ҫинче темӗнле тарӑн та пысӑк шухӑш палӑрчӗ. Калӑн, мӗнле пӑтрашу!.. Килте вӗсем диван ҫине пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса ларчӗҫ, амӑшӗ, шӑплӑхра канса, каллех Саша Павел патне каясси ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. — Астӑватӑп, астӑватӑп, — терӗ амӑшӗ шухӑшлӑн, сӗтел патнелле хӑяккӑн ҫывхарса. Гленарванпа Джон Мангльс тата Элен вӑл хӑй каланӑ сӑмахсене лайӑхрах ӑнлантарса парассине кӗтрӗҫ, анчах майор Айртонпа пӗрле фургон патне пӗр сӑмах чӗнмесӗр утрӗ. Унӑн пысӑк куҫӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем шурӑ ҫӳҫлӗ ҫак улӑп — этем — ҫине тӗлӗнӳпе тӗмсӗлнӗ. Хӗвелпе ҫӑлтӑрсем ҫинче мӗнле металсем пуррине, тимӗр нумаййипе нумай маррине пӗлме пулать, пирӗн выльӑхлӑха мӗн питлет — ҫакна пӗлме вара йывӑр, чӑтма ҫук йывӑр… Картишӗнче Любишкин Титокӑн пар лашине ҫавӑтса пырса ҫунана кӳлме пикенчӗ, Нагульнов, сӗтел умӗнче, васкавлӑн ҫырма пуҫларӗ: «Районри ГПУ уполномоченнӑйне Захарченко юлташа. Шӑп ҫак самантра вӗсене пӳртрен виолончель сасси илтӗнсе кайрӗ. Капитан кӑтартнӑ хыҫҫӑн пурин куҫӗсем те фок мачта ҫине тӗллерӗҫ. — Питӗ аван. Юханшыв вӗсене океан хӗрне анма май парӗ, вара Дик Сэнд, хӑйсен ҫӑлӑнас ҫулӗ ҫинче мӗнле йывӑрлӑхсем тӑнине лайӑх пӗлсе, туземецсем тапӑннипе вӑхӑтлӑха пӑсӑлнӑ плана пурнӑҫа кӗртетех. — Файло, ҫапла каларӗ те, тухса кайрӗ. — Чуптар телефон патне, мӗнле пулсан та Уйрӑм пайпа ҫыхӑнма тӑрӑш, — терӗ ӑна Токарев. — А эсӗ ҫӑкӑр ҫинчен никама та ан шарла, — тесе асӑрхаттарчӗ вӑлах Дубавӑна. Лини ҫинчи телефонистсемпе ҫур сехете яхӑн вӑрҫнӑ хыҫҫӑн, харсӑр Холява Уйрӑм пай начальникӗн заместителӗпе — Жухрайпа ҫыхӑнчӗ- ҫыхӑнчех. Вӑл телефон тӑрӑх вӑрҫнине итленӗ май Токарев, чӑтайманнипе, пӗр ури ҫинчен тепӗр ури ҫине пускаласа тӑрать. Питӗ аван, эпӗ — чӗрӗ, ниҫтан та аманман, — куншӑн хисеп тӑваҫҫех ӗнтӗ, ылтӑн хӗҫ илетӗпех. Вӗсем ӗнтӗ «як»-ӑн хӳрине пырса перӗнчӗҫ. Никита ҫакӑ пушар иккенне тавҫӑрса илчӗ те ҫавӑнтах килелле чупса кайрӗ. — Унта вӑл Алексей пусма тӑрӑх кӗлет тӑррине васкаса хӑпарнине курчӗ. — Эх, анкӑ-минке! — Риккардо каласа панинчен эпӗ ҫавӑн пек шухӑшларӑм та ӗнтӗ. — Эпӗ сирӗнтен тахҫанах ыйтасшӑнччӗ; эсир манран хӑратӑр пулас? — Украина делегачӗсен заседанийӗ ҫакӑнта-и? — тесе ыйтрӗ Рита. Ку вӑл амӑшӗн сехечӗ пулнӑ. Анчах халӗ мӗне пӗлтерет вӑл камӑн пулни. Пӗчӗкҫӗ шыв юхакан чуллӑ сӑртлӑх хыҫӗнчен тепӗр сӑртлӑх, малтанхинчен чылай сарлакарах та тикӗсрехскер, курӑнать: ун ҫинче пилӗк-ултӑ киллӗ пӗчӗкҫӗ ял вырнаҫса ларнӑ. Андрей ҫурӑмӗпе хурӑн вулли ҫумне тайӑнса тӑчӗ, ватник тӳмине вӗҫертрӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн мӗнле дворянин-ха эсӗ? — Тепӗр хут яра пар! — Апла пулсан, кирек мӗн ту мана… — аран-аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл… Владимир Дубровский ҫак пӑтраштарса ҫырнӑ йӗркесене темиҫе хут та калама ҫук хумханса вуласа тухрӗ. — Ак, тӑмана! Авторакета, манӑн радиоприказа пӑхӑнса, хӑйӗн корпусӗнчен темиҫе ҫӗр сехетлӗх хатӗрленӗ горючиллӗ танкеткине кӑларса ячӗ. «Паллах, генерал мухтарӗ, анчах мӗншӗн-ха салтаксем хуравламарӗҫ? Ҫак ниме тӑман япалана виҫшер ҫӗр, тӑватшар ҫӗр штук туса пама заказ паратчӗҫ мана, анчах эпӗ хам вӑл мӗнле япала иккенне нихҫан та ыйтса пӗлмен». «Еркӗн» сӑмаха вӑл ытла ҫӑмӑллӑн каларӗ, — ку мана килӗшмерӗ. Анчах ура сассисем, ӑна кӳрентерес тенӗ пекех, хӳме пек тачӑ ӳсекен чечексем патне ҫитсен шӑпланчӗҫ. Синьора Грассинин ҫинҫе те нӑйкӑш сасси пӗр самантлӑха чарӑнчӗ… Вӑл маншӑн сахал, эпӗ тата темскер ҫинчен ыйтатӑп, вара кочегар пуҫне тайса калатчӗ: — Чун ҫинчен, ачам, пупсем те сахал чухлаҫҫӗ, вӑл паллӑ мар ӗҫ… Ӑна ҫынсемпе калаҫасси, вӗсем пурнӑҫ ҫинчен каласа панине тата пурнӑҫа ӑнланмасӑр ӳпкелешнине итлесси кӑмӑла кайрӗ. Анчах та эпӗ хытӑ кӑшкӑрса, сӑмахсене тата-тата калаҫрӑм. Вӑл кӑвакарса кайрӗ, чышкипе тумбочка ҫине ҫапма тытӑнчӗ, ҫуйӑхакан сасӑпа сестрана та, госпитале те, Василий Васильевича хӑйне те вӑрҫма тапратрӗ, такама жалоба парассси ҫинчен, таҫта ҫырса ярасси ҫинчен каласа хӑратрӗ, ҫапла вара калама та ҫук хӗрсе кайса мӗскӗн Клавдия Михайловнӑна кӑшт ҫеҫ кружкӑпа пемерӗ. Тен вӑл перетчӗ те пулӗ, анчах Алексей хӑйӗн цыганла куҫӗсене урнӑ пек ҫутӑлтарса илсе ун ҫине хаяррӑн кӑшкӑрчӗ те ӑна лӑплантарчӗ. — Пакша ытларах тытнӑ. — Ҫук, пурпӗрех, кӑмӑлӗ пысӑккине туйсах тӑратӑп, — Иконин ҫак сӑмахсене пӑшӑлтатса каланӑ-каламанах профессор пире доска патне чӗнчӗ. — Вӑл обществӑна кӗме кам ӳкӗтлерӗ сире? Лешӗ, хӑвӑрттӑн пӗшкӗнсе, темле хускану тунӑ та тӳрленнӗ, унтан, ыратнипе те савӑннипе ҫихӗрсе ярса, сасартӑк ама-турӑ ури патне ним латтисӗр юнлӑ аш татӑкӗ вӑркӑнтарнӑ. Сывлӑхне упратӑр тесе, вӑл ӑна ӗҫлеме пӑрахма сӗннине те илтсеттӗм эпӗ. — Каҫхи кӗлле чан ҫапма пуҫланӑччӗ те, пуп майри чарса тӑрать: пупӗ хӑнара, шуйттанӗсем масар ҫинче. Амӑшӗсене хӗрхенмеҫҫӗ. Немезида тени, лаша пек тапӑҫнӑ чухне те, хӑйӗннех тӑвать иккен… Анчах та вар хӗррипе кӑшт хӑпарсанах унран инҫех те мар сӑрнайпа параппан сасси каллех илтӗнсе кайрӗ. Халӗ вӑл телейлӗ, хӑйӗн телейӗшӗн вӑл Иохим умӗнче парӑмлӑ, ачана мӗнле майпа хӑй енне ҫавӑрмаллине ӑна вӑл вӗрентрӗ, халь ӗнтӗ унӑн ачи хӑйӗн амӑшӗнчен ытамӗ-ытамӗпех ҫӗнӗ туйӑмсем туянма пултарать, ҫавӑншӑн вӗсем иккӗшӗ те ӑна, шӑхличӗ ӑсти-мужике, иккӗшӗн ырӑ учительне, тав тума тивӗҫ. — Атте вар шыҫҫипе вилчӗ, аннене йӑмӑк лерех. — Анчах эсӗ ӑслӑ пулӑн-ши? — Иван Павлыч, — терӗм эпӗ, ҫак картина ҫине, Кораблев макӑрнине пӑхасшӑн мар пулса, — апла-тӑк вӑл мар, темле фон айӑплӑ пек тухать эппин. Лавккаҫӑ, хула тулашӗнче вак-тӗвекпе сутӑ тӑвакан ытти лавккаҫӑсем пекех, тӗнчере мӗн пулса иртнипе интересленмен самӑркка ҫын, каякан хӗр ҫине пӑхса анасларӗ, Шубин вара ҫав вӑхӑтра Берсенева: «ку… ку вӑт, куратӑн-и… кунта манӑн пӗр паллакан ҫемье пур… ҫак вара вӗсем патӗнче… эсӗ мӗн тесе ан шутла…» терӗ те каласа пӗтермесӗрех хӗр хыҫҫӑн чупрӗ. Тӑри, пӑра евӗр явӑнса, хӑйӗн юррине, пирӗн Российӑри пӗр-пӗр Красивая Мечари пек, пӗлӗтелле илсе улӑхать. Лӑп та шӑп ҫав вӑхӑтсенче ӗнтӗ эпир пысӑк заказ йышӑнтӑмӑр. Вӑл Николай ҫывӑхнерех сиксе ларчӗ те ӑна куҫӗнчен пӑхса ыйтрӗ: — Тупӑнать-ши? Вӑл сӑмах пӗрине темӗншӗн тарӑхтарать, теприн шухӑшне пӑтраштарать, виҫҫӗмӗшне темле паллӑ мар шанчӑк ҫуратнипе пӑшӑрхантарать, вара вӗсем ҫав кирлӗ мар, кансӗрлекен пӑлханӑва сирсе яма тата ытларах ӗҫеҫҫӗ. Учитель салхун пӑхма пуҫларӗ, ҫака вара катастрофӑна вӗҫнех ҫитерчӗ. Майор унтан Маунганаму ҫине мӗн майпа ҫакланни ҫинчен ыйтасшӑнччӗ, анчах унӑн вӑхӑтсӑр ҫӗкленнӗ кӑмӑлне Гленарван татса хучӗ. — Хама хам юратни, — терӗм эпӗ, — хам мӗнпур ҫынсенчен лайӑхраххине тата ӑслӑраххине ҫирӗппӗн ӗненни пулать. Нумай пулнӑ кунта Соломон свитинчи хисеплӗ те паллӑ ҫынсемпе унӑн ҫарпуҫӗсенчен: Бен-Гевер, Аргови облаҫӗн пуҫлӑхӗ, Ахимаас та, Васемафи патшан хӗрне качча илнӗскер, ҫивӗч ӑслӑ Бен-Декер та, Зовуф та, тухӑҫри йӑла тӑрӑх, «патша тусӗ» текен пысӑк ятпа ҫӳрекенскер, Соломонӑн пӗртӑванӗ, Давидӑн пӗрремӗш арӑмӗнчен юлнӑ Далула та, ытлашши мула та ӗҫке пула вӑхӑтсӑрах тӑмсайлӑха кӗрсе ӳкнӗ, хавшака, ҫурма вилӗ ҫын. Ырӑ маррӑн кӗтсе илнипе анкӑ-минкӗленнӗскер, эпӗ пачах ҫухалса кайрӑм; кунашкал айванлӑха лексен, ним тума та пӗлместӗн вара: те тӳрккеслӗхе шӳте ҫавӑрмалла, те хӑвӑн ҫилленсе лартмалла, те, юлашкинчен, пӗр сӑмах каламасӑрах ҫаврӑнмалла та каялла таплаттармалла. Пӳлӗме Иманус чӗртсе янӑ факел ҫутатнӑ; факел патенчех сухӑрланӑ вӗрен вӗҫӗ выртнӑ. Ӑслӑ ҫын вӑл, ырӑ чӗреллӗ, пӗр сӑмахпа каласан, ытарса илме ҫук! — Ҫук, мана кучченеҫ кирлӗ мар, эсӗ ӑнах пар, вӑл пирӗн питӗ лайӑх, ырӑ ҫын. Тӳрленейми суйкӑн пулса кайнӑ! Вӗсене музыкӑпа астармалла. — Каласа пар, Аркаша. Калаҫасса та вӑл ҫарти пек хушса калаҫрӗ. — Эпӗ килӗштерни ҫинчен каланӑччӗ, — тет малалла айӑпланакан, — тата ҫав ӑҫта пулнине сире каларӑм. — Эпир вӗсене пӑхатпӑр та, вӑл мӗскерне ӑнланса илейместпӗр. — Ҫук. Мисс, эсир хӑвӑр ҫавсем пирки нихӑш пирки те хӑш! тумастӑр тесех шутлатӑр-и? Хӑй ҫапах та, ӑна шанмасӑр, ӑшӗнче вӑрттӑн: «Кам мурӗ пӗлет, фриц вӑл чее — вилме пуҫланӑ пек пулма та пултарать, документ та тупса кӑтартать…» тесе шухӑшларӗ. «Анчах ан манар, Иван Никифорович, эпӗ сире сысна та паратӑп-ҫке». Унтан эпӗ Пиллӗкӗмӗшне те персе тивретрӗм, ҫав вӑхӑтра манӑн лаша ӳкрӗ те хӑйӗн урине ҫӗмӗрчӗ. — Ҫапах та вӗсем тепӗр ҫӗр миля шалалла кӗнине ытларах кӑмӑлланӑ пулӑттӑм эпӗ. — Мӗн тума пултарнине пурне те турӑм эпӗ, тусӑм, — хирӗҫлерӗ Гаррис. Ӑна кам шырать, тетӗп? Анчах Каи-Куму пӗрре те ӳсӗрӗлмерӗ. Сехре хӑпнипе чӗтрекен пулнӑ шургвардеецсем, пӗтӗмпех арпашӑнса кайса, пристаньсенчен каякан пароходсене хупла-хупла илнӗ. Кайран пӗлнӗ тӑрӑх, кунта ҫывӑрнӑ лётчиксем тревога сигналне илтсенех килхушшине чупса тухса шӑтӑксене пытанма ӗлкӗрнӗ. Эсӗ эмеле ӗҫрӗне? — Кӗртеҫҫӗ! Ӳкӗн, теҫҫӗ. Юлашкинчен, хӗвел ҫути катӑлса тухнӑ паркет хӑмине пырса тӗртӗнчӗ те, пурте пӗр-пӗрин ҫине пӑха-пӑха илчӗҫ: килмест! Вӗсем хӑйсен ҫийӗнчи тумтирӗсемпех тӑсӑла-тӑсӑла выртаҫҫӗ. Чӑнах та иккен! Аҫа ҫаптӑр! — Казаксене пӗлтерес пулать, тырра парса ан яччӑр! — Ҫук, ҫук, чӗнесех пулать. Юлашки вӑхӑтра электростанци ӗҫлемест. Павела пушӑ ҫуртра пӗр пӗччен пурӑнма кичем. Кунта ҫемье, ачасем… Вӗсене фортран курмарӗҫ-ши? Манӑн сире астрономи историйӗнчи пӗр интереслӗ ӗҫ ҫинчен каласа парас килет. — Ҫывӑрса кайрӗ, — ответлерӗ Анна Сергеевна каштах илтӗнмелле. … — Тата? — Ун ҫинчен ним калаҫмалли те ҫук! Курӑк таврашӗ пулман, кӑпӑшка тӑпрана пӗтӗмпех таптаса пӗтернӗ,атӑ е пушмак кӗлипе таптаса пӗтернӗ курӑнать. Казак аран-аран ҫеҫ куҫ харшийӗсене хӑпарткалатчӗ, анчах вӗсем каллех усӑнса анса каятчӗҫ. Анчах ӑҫта тӑраҫҫӗ-ши ку телейсӗр ҫынсем? Анчах сире халех пилӗк-ултӑ пин франк кирлӗ пулсан, эпӗ сире вӗсене савӑнсах пама хатӗр — кайран татӑлатпӑр унта. Тӗлӗнмелле илемлӗ сунарҫӑн ҫурчӗ, ытармалла мар хитре чечек пахчи варринче вырнаҫнӑ. Акӑ ӗнтӗ вӗсем экипажсем патне ҫывхарчӗҫ, чарӑнчӗҫ те Гомер туррисем пекех ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Чӗри чарусӑррӑн талтлатма пуҫларӗ. Лось кимӗ патне пырса тӑчӗ. Светлана Чирикова пачах урӑхла, вӑл Ступинӑран хӑйӗн тулли пӳ-сийӗпе, мӑнтӑр кӗлеткипе, пысӑк пуҫӗ тавра илемлӗн ҫавӑрса хунӑ ҫутӑрах ҫӑра ҫӳҫӗпе тата кӑштах куларах пӑхакан пысӑк кӑвак куҫӗсемпе уйрӑлса тӑрать. Казаксенчен пӗри тӑрса ларчӗ те, пыр тӗпӗ тулли какӑрса, кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ. Кӑвайт ҫинче антилопа какайне ӑшаларӗҫ, темиҫе кунлӑха апат хатӗрлерӗҫ. Вӗсем малашне пулӗҫ тесе мӗншӗн хӑвна ху ӳкӗтлетӗн-ха эсӗ? — Пӑртак уткаласа уҫӑлса ҫӳреме санӑн вӑй-халу пур-и? — тесе ыйтрӗ вӑл манран. Ҫӗнӗ тӗнче аслӑ пулнӑ тата шарак ҫутӑпа ялкӑшнӑ; ӑҫта пӑхнӑ унта, урайӗнчен пуҫласа маччана ҫитиех питсем, питсем, питсем кӑна курӑннӑ, урӑх нимӗн те курӑнман. — Чӑн-чӑн. Вӑл ман ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ те, урипе тапса, аяккалла кайса тӑчӗ. — Чӑнах-и? — терӗ графиня питӗ интересленнӗ пек пулса. Аэлита пӳрнисем Лось тумтирӗнчен шуса иртрӗҫ. Тархасшӑн… хӑварӑр ҫаплах… Эпӗ хам та унта сайра ҫеҫ кайкаланӑ. Халех укҫа тӳлӗр те куҫса кайӑр. Глюмдальклич ман ҫывӑха пукан ҫине тӑратчӗ; вӑл мана асӑрхатчӗ тата ман хыҫҫӑн пуҫтаратчӗ. Куҫхаршисенчен кӑшт ҫӳлтерехри пӗчӗк путӑксем, пуҫне темӗнле маларах ӳпӗнтерсе тытма хӑнӑхни, тепӗркке пичӗ ҫинче сайра хутра сулхӑн пӗлӗт евӗр палӑракан салхулӑхӗ, — ҫаксем кӑна унӑн суккӑрлӑхне кӑштах палӑртса тӑраҫҫӗ. Тата акӑ мӗн тӗлӗнтерет: эпӗ халь чылаях лӑплантӑм. Стумп ертсе пыракан чаплӑ ушкӑн вара часах ҫула тапранса кайрӗ. Ачасем ман, Андрюшенькӑ, ӗмӗрте те пулман, кунта ак икӗ тӑван ывӑлӑма харӑсах пытарнӑн туйӑнать… Сахал-и ҫавӑн пек ухмахсем! Эй, турӑҫӑм, турӑ!.. Каҫхине ҫар ҫыннисене курсанах мана пытарасшӑн тӑрӑшать. Вӗсен ҫулне татах пӗр ушкӑн музыкант пӳлчӗ. Ушкӑн варринче ҫӗлӗкне каялла лартса тата аллисемпе хӑлаҫланкаласа пӗр ҫамрӑк запорожец ташша ярать. — Приказчик кунта пурӑнать-и… е… — Ҫынсем ытла та вӗреннисем кайрӗҫ ҫав хальхи саманара, — майра ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса тата вӑл ыйтнине хуравламасӑрах хӑварса тепӗр хут каларӗ купца. Ҫӗрлехи разведкӑра ҫын сахалтарах пултӑр. Мӗн чухлӗ сахалтарах — ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах. Тупнӑ мусьесем тытса, укҫа тӑккалама, — ӳпкелешет старик. Туземецсен вутти ҫап-ҫутӑ ҫулӑмпа хыпса каять, вара унӑн шевли шухӑшпа салхуланнӑ тыткӑнҫӑсен ушкӑнне хӗрлӗн ҫутатса кӑтартать. Храм ӑшӗнче пӗр сас-чӗвӗ те ҫук. Пӗр хут ҫеҫ мар, тен, ҫӗр пин хут та пӑталарӑмӑр пуль эпир ӑна, ҫапах та пурнӑҫран ниепле те хуса яраймарӑмӑр-ха — ӑна, мӗншӗн тесен, унӑн кӗлӗмҫӗ тӑванӗсем унӑн ятне асӑнса юрлаҫҫӗ, ун ҫинчен пире астутарсах тӑраҫҫӗ… Ун чухне Сакнуссем ячӗ те пирӗн куҫ тӗлне пулаймӗччӗ, — вара эпир ҫак вӑхӑтра ниҫта кайма та пӗлмесӗр аптӑраса тӑнӑ пулӑттӑмӑр. — Ҫавӑн пек вырӑн. Тӑван пекех пулӗ. Ку лайӑх мар, тесе шутларӑм эпӗ: вӗсен хушшинчен хура кушак каҫнӑ пулмалла! — Эпир чи юлашкинчен чакатпӑр, ҫавӑнпа пирӗн умра нимӗҫсен тылӗнчи ӗҫе организацилес задача тӑрать. (Хавассӑн шавласа кулаҫҫӗ, тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) — Сывлӑш хытӑ пусса тӑнине, — терӗм. — Халӗ леш айккине каҫма май ҫук, — терӗ Джон Мангльс. Вӑл ҫавнашкал уссӑр япаласене ытти ачасем пекех пит юрататчӗ те вӗсене тӑрӑшса пуҫтаратчӗ. Тинӗсре ҫӳрекен карапсем ку широтасене яланлӑхах пӑрахса кайнӑ пек туйӑнать. — Сан гражданскийсем мӗн ҫинчен ытларах ҫыраҫҫӗ? — хӑпмасть вӑл. Инсаров, куҫне хупса, ним хускалмасӑр выртать, вӑл йӑлтах шурса кайнӑ, ырхан. Станицӑран арба килет, хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ, хитре, ҫамрӑк хӗрарӑмсем, тусем вара… Халӑх ушкӑнӗ ӑна часах аяккалла тӗртсе ячӗ, хӳме ҫумне хӗстерсе лартрӗ, ун тӗлӗпе, хумханкаласа, сирсе сирӗлми халӑх ушкӑнӗ иртсе пычӗ, — ҫынсем нумай пулни ӑна чунтан савӑнтарчӗ. Икӗ ҫын шыв ҫинче ярӑнса, тавралӑха пӑхкаласа шухӑша кайнӑ. Темиҫе кун хушшинче пӑлхава пур ҫӗрте те путарса лартрӗҫ. Анчах манран мӗншӗн тармалла-ха! Мӗншӗн-ха эпӗ апла пулмӗ тесе хама-хам ӗнентернӗ-ши? Корчагин кӑштах ӑнланса илчӗ. «Анна уншӑн нимех те мар пулсан, Цветаев ун пек пӑлханас ҫук. Ерошка мучи юнкирьтен Марьянкӑшӑн флинт илтӗм, тесе мухтанать, тет. Беспортев мӗн каланине тӗрӗк ӑнланмарӗ, хӑй патне пынӑ ҫын ытла ӳсӗр иккенне кӑна асӑрхарӗ. Вӑл патриотка тесе те калаҫкалатчӗҫ, тӗрлӗрен комитетсемпе ҫыхӑннӑ имӗш. Кирек мӗн ту унпала, хать ҫурӑлса кай, вӑл ҫаплипех ҫаврӑнать те ҫаврӑнать. Тӳрем ҫӗрсем тӑрӑх вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ хушӑра йытӑсем ҫинче вӗсем хӑйсен япалисене, вигвамӗсене, типӗтнӗ ашсене турттарнӑ. — Нимӗн те. Никамӑн ячӗ те ку вырӑнпа ҫыхӑнса тӑмасть, катаран та пулин ҫыхӑнмасть. Туннеле кӗриччен пӗр вунӑ утӑмра, шоссе хӗрринчех, пӗччен пӳрт ларать. Кӗнеке паянхи кунӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ памасть. Сывлӑш ҫавӑрнӑ хыҫҫӑн, Лёля ҫине кӑтартрӗ: — Акӑ, хӑйӗн каччипе никамран ыйтмасӑрах пӗрлешрӗ те никамран ыйтмасӑрах уйрӑлса кайрӗ. Ҫынна турӑ хушсан тин сыватма юрать. Тепӗр каласан, пур… курӑксем пур, чечексем пур: чӑнах та, вӗсем пулӑшу параҫҫӗ. Вӑл сивчирпе аптранӑ чухнехи пек чӗтреме пуҫларӗ, аллинчи пӑшалӗ вӗҫерӗнсе шыва шампӑртатса ӳкрӗ. Пупсене пурӑнма памаҫҫӗ… — Тинӗс леш енче каллех ҫӗр-и? Эпӗ унӑн сӑмахӗпе килӗшрӗм те, Льгова ҫитичченех унӑн кун-ҫулӗ ҫинчен пӗлме ӗлкӗртӗм. Ҫул майлӑ вӗрекен ҫилсем пире малалла хӑвӑрт илсе кайрӗҫ те, эпир хамӑр ҫула часах Ост-Индиелле тытрӑмӑр. Анчах шӑп ҫав вӑхӑтра хӑрушӑ тӑвӑл тапранчӗ. Ураган пире Вандимен Ҫӗрӗнчен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫнелле хӑваласа кайрӗ. Унтан марселе рифсемпе карӑнтарчӗҫ, фока пуҫтарчӗҫ, шхуна халь стаксельпе, рифсемпе ҫыхса пӗчӗклетнӗ марсельпе ҫеҫ пычӗ. Ӗлӗк, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухне, эсӗ пит харсӑрччӗ, кирек мӗнле ӗҫе те кашкӑрла, вӗҫертмесӗр, ярса тытаттӑнччӗ, сана ӑҫта та пулин укҫа сӑптӑрса пултӑр, анчах халӗ эсӗ вайӑн-шайӑн ӗҫлетӗн, ӗҫленҫи ҫеҫ тӑватӑн… — Мӗнле пултӑр-ха тата? йытӑсем-им? Эпӗ нимӗн те чӗнмерӗм. Антонюк хӑйӗн юлташӗпе Гордипе ӑмӑртса ӗҫленӗ, пӗри тепринчен кая юлман, иккӗшӗ пӗрле округ милицинне тата ГПУ-не сахал мар вӑхӑт илнӗ. Ҫӳлте, сӑрт ҫинче, вӑрман: аялта, ҫыран айӗнче, кӳлӗ. Хурт патне пӗшкӗнсен, Катенька лӑпах ҫав хусканӑва турӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра ҫил унӑн виҫ кӗтеслӗ тутӑрне шап-шурӑ мӑйӗ ҫинчен варкӑштарса ҫӗклерӗ. Тӗрӗссипе, пуху каҫару ыйтма хушсан, юрать эппин, ыйтӑп эпӗ. — Ну, мӗнле? — тесе ыйтрӗ пуҫ. Софья, пӳрнисемпе сӗтеле шаккакаласа, ӑна хирӗҫ:— Пире литература сарас ӗҫе пӗрмай туса пыни питӗ кирлӗ. — Пирогов аманнисене суртласа уйӑрма тытӑнсан тата сывалаканнисен ушкӑнне туса хурсан, вӑл юмӑҫсен ҫӑкӑрне туртса илет, текеленӗ; тӗлӗнмелле хӑватлӑ мазь шутласа кӑларнӑ тата пире блокада тума вӗрентсе хӑварнӑ Вишневские паян кун та фельдшер шутлаҫҫӗ. Акӑ вара, пикенсех шухӑшласа та вӑраххӑн тимлесе, Элиавӑн, — патша сыхлавҫисен начальникӗсенчен пӗрин, — ҫап-ҫамрӑк илемлӗ пичӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ майра-патша куҫӗсем. Ун пек тухтӑртан пурте хӑраҫҫӗ. Самантрах вӑл чирлӗ ҫын выртакан пӳлӗмрен пурне те хӑваласа кӑларчӗ. Вӑл: «Халех», терӗ те тухса кайрӗ. Петька сӑнне кӗсйинчен кӑларчӗ тейӗн, ҫав самантрах ҫавӑрӑнса кӗчӗ. Эпӗ акӑ Гришка Фабера аса илетӗп-ха, вӑл калатчӗ вара, «куҫ темӗн ҫинчен те калать», Кораблев тесен «театрта пысӑк ҫын пулас пирки вӑл иккӗ те калаҫмӗччӗ», тетчӗ. Лере, инҫетре, анлӑ шыв талккӑшӗ хыҫӗнче, халь ҫывӑрса ларакан хулана вӗсен пӗртте каяс килмерӗ. Эпӗ хам та нимӗн те ӑнланмастӑп, Женя. Джим ҫаплах калать: «Кусем усалсем пулчӗҫ», — тет; эпӗ унпа килӗшмерӗм:— Ҫук, ҫук, усалсем апла калаҫмаҫҫӗ, — терӗм. «Мур илесчӗ ҫак хӑямат тӗтрине!» Тӗттӗмленсенех эпир ҫырантан хӑпатпӑр та сулла юханшыв варне илсе тухатпӑр, кӗсменсене пӑрахатпӑр, юхать вара вӑл хӑй еккипе. Хамӑр чӗлӗм чӗртетпӗр те, урасене шывалла усса, сӑмах ваклама тытӑнатпӑр. Эпир яланах — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те — кӗпе тӑхӑнмастӑмӑр (ӳпре пит аптратман чухне, паллах); Бак тӑванӗсем панӑ ҫӗнӗ ҫи-пуҫ мана меллех мар, вӑл ытлашши капӑр, эпӗ капӑр тумланма юратмастӑп. Калас пулать, Грант капитана ҫӑлас майпа хӑйӗн экспедицине организацилес шухӑш ӑна Лондонрах килсе кӗчӗ. Кӑна адмиралтейство хӑйӗн сӗнӗвӗпе килӗшмен хыҫҫӑн асӑнчӗ. Старик кантӑк патнелле чупрӗ, Фелпс миссиса ҫакӑ ҫеҫ кирлӗччӗ ӗнтӗ. — Ну, барин, инкеке лекрӗмӗр: ҫил-тӑвӑл!— тесе кӑшкӑрса ячӗ ямшӑк. Вӑранатӑп — сӑмсана тулӑ шӑрши кӑтӑклать. Хӑй палланӑ пӳлӗме Алексей ним именмесӗрех кӗрсе кайрӗ. Муратлийский госпожа вӑл кӑшкӑрнине илтсе пӳлӗме чупса кӗчӗ, Радӑна тӑна кӗртме тытӑнчӗ. Ӑна тӗл пулнӑшӑн хам та шутсӑр савӑнтӑм. Ҫӑлӑнчӗҫ Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем, ҫӑлӑнчӗҫ! — Кунта, ҫӗр айӗнче, ҫӗр ҫирӗм километр тарӑнӑшӗнче урӑх кам пултӑр-ха? Павел сывпуллашрӗ те тухрӗ. Ҫӑрттан мучи, ассӑн сывласа, анчах пӗр хирӗҫмесӗр, утӑ купи ҫинчен шуса анчӗ те, урисене ват ҫынла сӗтӗрсе, хӑй хыҫӗнче чӑпӑркка тытса, тӗттӗм кӗтесре тӑп тӑракан качака ҫине шиклӗн пӑха-пӑха, алӑк патнелле утрӗ. Лось ӑмӑрланчӗ те чӗрне вӗҫҫӗн утса пырса алӑка таччӑн хупрӗ. Вӑл мана, амӑшӗ хӑй ачине тытнӑ пек, хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ. Совет влаҫӗ апла тума хушать-и? Юрать, анчах кам тӗрӗс пулнине часах курӑпӑр. Ку вӑл ҫын ҫиекенсем хӑйсен тыткӑнҫисене пусса ҫиме мӑнтӑрлатнӑ евӗрлех вӗт: пусма мӑнтӑрлатаҫҫӗ, хӑйсем вӗсен прависемпе ирӗклӗхӗшӗн тӑрӑшатпӑр тесе ӗнентереҫҫӗ. — Мӗн унта? — ыйтрӗ Риккардо, чӳрече патне пырса. — Ӑҫталла ҫул тытнӑ-ха эсир, ҫамрӑк ҫыннӑм? — терӗ вӑл унтан леш йӗкӗте. — Мӗн чухлӗ илмелле унран? — алӑк урлӑ пӑшӑлтатса ыйтрӗ Санин Джеммӑран. Эсӗ: «Мӗн асаплантарни пултӑр кунта?» — тесе шухӑшлатӑн пуль-ха. Пӗрремӗш тумламсем ӳксен, асапланаканӗ нимӗнех те туйман, анчах каярахпа ҫав тумлам ӳкекен вырӑнта унӑн тирӗ хӑпарса тухса ҫурӑлнӑ, кашни ҫӗнӗ тумлам алӑ ҫине ӳксе питӗ ыраттарнӑ. Аякран пӑхсан, аманнӑ ачасен сӑн-сӑпачӗсем чуна пырса тивмелле курӑнаҫҫӗ. Минтерсем хушшинче ларакан «Ҫӑмха», хумханнипе чӗтресе, «Мцыри» тата унти: «Таких две жизни за одну, но только полную тревог, я променял бы, если мог» текен йӗркесене уйрӑммӑнах хӗрӳллӗ саспа вуласа парсан — пурне те пурнӑҫа юратма чӗнекен вӑй ярса илчӗ; ҫав вӑй вирелле тӑракан ҫӳҫлӗ кӗске ачаран тухса тӑчӗ. Паганельпе Роберт караванран иртсе масар ҫинчи сулхӑн аллейӑсен айӗпе кӗрсе кайрӗҫ. Тахшин, ращаран тухса, ун патне пычӗ. — Турӑҫӑм, тур-рӑмҫӑм, Павел Петрович, мӗншӗн асаплантаратӑр эсир мана? Анчах ҫил вуҫех пулмарӗ. Ҫав вӑхӑтрах Гэнтер пычӗ те, Джим Гокинс шлюпка ҫине йӑпшӑнса кӗрсе ларса пиратсемпе пӗрле ҫыран хӗррине кайни ҫинчен пӗлтерчӗ! Пурне те паллӑ, Австралин мӗнпур пуянлӑхӗ выльӑх пулса тӑрать. Капитан темшӗн хытӑ хумханни пирки иккӗленмелли юлман. Пӗр Иван Петрович анчах хӑйне хӑй килти пек тытнӑ: вӑл икӗ ҫыншӑн ҫинӗ, хӑйӗн виҫипе ӗҫнӗ, хӑй куллинчен хӑй кулнӑ, вӑхӑт шунӑ май туслӑрах калаҫа пуҫланӑ, ахӑлтатса кулнӑ. Кӗтсе тӑрасси Санина пит йывӑрах туйӑнмарӗ, вӑл ҫул тӑрӑх калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ, кайӑксем мӗнле юрланине итлерӗ, вӗсем вӗҫсе иртнине сӑнарӗ, ҫакӑн пек чухне вырӑс ҫыннисенчен нумайӑшӗ шухӑшламан пек, вӑл та шухӑша каймарӗ. Паллах ӗнтӗ, тӗрӗс! — терӗ повар ун ҫумне хутшӑнса. Ҫак хушӑра Сэнди Паттерсон каланипе метр-д'отель ирхи апат хатӗрлесе пачӗ, вара тепӗр вунпилӗк минутранах ҫулҫӳревҫӗсем пурте чаплӑ кӗрекере вырнаҫрӗҫ. Ҫав тарҫӑ, юлташсем, тырӑ вырнӑ вӑхӑтра пӗр уйӑхлӑха тара тытнӑ Гремячий Лог хуторӗнчи хӗрех пулнӑ. Гаев ӑна 1927 ҫулта хӑйӗн ывӑлӗ Хӗрлӗ Ҫара тухса кайнӑ пирки, ачи-пӑчи йышлӑран тырри-пуллине пуҫтарса кӗме вӑй ҫитереймен пирки ҫеҫ тара тытнӑ пулнӑ. Похода тухнӑран вара пайтах илтнӗ вӗт-ха вӑл ҫакӑн пек каласа панисене! Ӑна патакне илсе пачӗҫ. Вӑл хӑйӗн татӑк хӳрине яланах хӑй айне хурса ларать, ҫилӗллӗн курӑнать, вӑхӑтран-вӑхӑта чӗтренсе илет, нихӑҫан та кулмасть. — Ҫапах та ӑнланмастӑп эпӗ, — ответлерӗ князь, — мӗншӗн яланах ӗҫсем япӑхланчӗҫ тесе ӳпкелешеҫҫӗ-ха? Вӗсен ҫулпуҫӗ Себитуане Ливингстона Линь-янтинче кӗтсе илнӗ. Ак ҫакӑнта чарӑнас та тӑрас!» Вӑл юнанинчен улӑп питех шикленмерӗ пулмалла. Художник ҫитти ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Эпӗ тӑвакан ӗҫсенчен нумайӑшӗ ытлах пысӑк ӗҫсем мар. Юлашкинчен Стумп чӑтса выртаймасӑр, хӑй ҫинчен утиялне сирсе пӑрахнӑ, тӑрса ларнӑ та йӗри-тавра кӑмӑлсӑррӑн пӑхкаласа илнӗ. — Тӑватӑ пин те пилӗкҫӗр мильӑна яхӑн, Уэлдон миссис. Сана та паллатӑп, — Таня патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ вӑл. Йӗри-тавра касса ҫаратнӑ вӑрман: касса янӑ йывӑҫсемпе пӗренесем урлӑ-пирлӗ выртаҫҫӗ, вутӑ куписем курӑнаҫҫӗ. Салтаксем фронтран ушкӑнӑн-ушкӑнӑн хӑпса килеҫҫӗ, тытса чарма тӑрсан, штыксемпе хирӗҫ тӑраҫҫӗ. Поттер пысӑк хуҫмалла ҫӗҫӗ кӑларчӗ, усӑнса тӑракан кантра вӗҫне татса илчӗ те ҫапла каларӗ:— Йӑлт хатӗр, мӑйпӑран господин. Акӑ мӗн: парӑр пире тепӗр пиллеклӗхне, ахаллӗн вилӗ кунтах юлать. Поезд ӑна кӗпӗрнен тӗп хулине илсе ҫитерчӗ. Кунта виҫӗ кунран орготделра документ параҫҫӗ. Ҫав документпа ӑна кӗпӗрнери ҫарӗҫ комиссариатне ҫар ӗҫне вӗрентнӗ ҫӗрте политработник пулса ӗҫлеме яраҫҫӗ. Тӑхӑр ҫул хушши арлӑ пурӑнса, арӑмӗ ӑна тӑватӑ хӗр ҫуратса панӑ, анчах вӗсем пурте вилсе пынӑ. Разметнов, кулкаласа, амӑшне вӑрҫтарма пуҫларӗ: — Пире никам та качча килмест, анне. Пӗрре, хуҫа ҫиленсе хушнине туса, эпӗ Григорие каларӑм: — Начар санӑн ӗҫлекенсем… — терӗм. Ӗлӗкрех, Монмартр урамне кайсан, хӑйӗн кошелекне ҫӗр су таран тултарса таврӑнакан ватӑ разносчикӑн халь ӗнтӗ пӗр сантим та пулман. Ҫав урнӑ хӗрарӑмсем темтепӗр, ылханса кӑшкӑрнине итлесе Элен, ҫынна палӑртмасан та, чӗтӗресе кӑна тӑрать. — Ман шутпала, вӑл — вӑй; вӑл тискер этем, вӑл тискер кашкӑр, чашкӑракан ҫӗлен, пин ураллӑ тинӗс кайӑкӗ, — тенӗ Аррелано. Пӗр фермерӗ, ман хуҫан кӳрши тата унӑн чи ҫывӑх тусӗ, ҫак хыпар чӑнни-чӑн маррине тӗрӗслеме ятарласа пычӗ. Эпӗ пролетаринчен тухнӑ, опытсӑр тата тем те пӗр тесе каҫару та ан кӗт, ҫаплах тата пит хаяррӑн айӑпласса та ан кӗт, — партин хӑш-пӗр руководителӗсем унпа вӗҫкӗнленме пӑхнисем те пур-ха. Кӑнтӑрла, бинокльпе пӑхсан, виноградниксенче ӗҫлекен ҫынсем епле кӑмӑлпа ӗҫленине те туйса илме пулать, ял вӗҫӗнчи «буфетран» юрлакансен сассине тата баянӑн ытла уҫӑмлах мар кӗввине илтме пулать. Тап-таса, ҫутӑ куҫлӑ барышньӑсен хаваслӑ ушкӑнӗ корзинкӑна хупӑрласа илсе, пичӗ-куҫӗсене кулӑшла вылянтарса, пӗчӗк шупка-кӗрен аллисемпе булкӑсен купине арпаштарнӑ чух, эпӗ хама хӑм темле ӑнланмалла мар туяттӑм, — вӗсем ҫине пӑхаттӑм та — мана намӑссӑр запискӑсене, тен вӗсен намӑсла шухӑшӗсене ӑнланмасӑрах, хӑшӗсем ҫырса панине пӗлме тӑрӑшаттӑм. — Тур ҫырлахах, ачам, мӗне кирлӗ вӗсем мана? — Ҫапла, халӗ ӗнтӗ мана пурте паллӑ! — тенӗ вӑл хурланса. — Куҫа курӑнман ҫип, — ӑнланатӑн-и? — тесе ыйтать вӑл манран, темрен хӑранӑ пек чарӑлса кайнӑ куҫӗсемпе питрен пӑхса. — Пилӗк ҫул? Алексей кунпа та килӗшрӗ; йӳҫҫӗнтерех кулса илсе, вӑл:— Ку та тӗрӗс, — терӗ. — Пӗлместӗп, мӗншӗн тесен — эпӗ хам ухмах мар… Троекуров тепӗр куннех, пушар пулнӑ вырӑна пырса, хӑй ыйтса тӗпчесе тухнӑ. Лашасем парӑр, халех панӑ пултӑр, эпӗ калатӑп! «Анчах та юрату ҫук вӗт, — тет вӑл хӑйне хӑй. Эпӗ халь ун ятне каламастӑп. Эпӗ кирек хӑш тӗлте те ҫырана тухма пулать пуль тенӗччӗ, анчах ҫук-мӗн, ку тӗлте ҫыран питӗ чӑнкӑ. Теприн ҫинче, Алексей койкипе юнашарри ҫинче, шатра питлӗ, сарӑ та ҫинҫе уссиллӗ, питех те вашават, ҫынсене юрама тӑрӑшакан, калаҫма юратакан ҫӑмӑл шӑмшаклӑ ҫын выртнӑ. Капитан документсене лайӑхрах пӑхса илсе ҫапла каларӗ: — Кунта эпир чи малтанах ӗҫӗ хӑҫан пулса иртнине пӗлетпӗр: 7 Juni — июнӗн 7-мӗшӗнче тени пулать. Кӑна акӑлчанла ҫырнӑ хут ҫинчи 62 текен цифрпа пӗрлештерсен, катастрофа хӑҫан пулнине тӗрӗсех пӗлетпӗр: вӑл 1862-мӗш ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Ҫӗр ҫине ҫитиччен тӑхӑр миль пулать. Унта хуть мӗнле шлюпкӑпа та виҫ сехетре ишсе ҫитме пулать. Пӗртте историкӗнни пек мар, сухаҫӑнни евӗрлӗ мӑкӑллӗ аллипе вӑл черккене илчӗ те ӑна пуҫ ҫийӗн ҫӳле ҫӗклерӗ. Пугачев Швабрин ҫине хаяррӑн пӑхса илчӗ: — Эсӗ мана суйса улталама хӑйрӑн пулать! — Паян ӑна сирӗн пӑтара юлма юрамӗ-ши? — терӗ старик, манран ҫав тери хӑранӑн пек хӑюсӑррӑн йӑл кулса, эп ӑҫталла ярса пусатӑп, вӑл та манран юлмасӑр унталла пычӗ, ҫавна пула ӑна витӗрех ҫапнӑ эрехпе табакӑн шӑршинчен эпӗ пӗр самантлӑха та хӑтӑлаймарӑм. — О, сударь! — тесе кӳренчӗ буфетчик. Унпа пӗрле ялан хӑмпӑпа ҫапакан икӗ тарҫӑ ҫӳретчӗ. Анчах вӗсен пулӑшӑвӗпе вӑл король ҫуртӗнче е парадсенче кӑна усӑ куратчӗ, манпа пӗрле калаҫнӑ чухне вӗсене яланах кӑларса яратчӗ. Эпӗ ӑна заводран илни мӗнпурӗ те икӗ ҫул анчах-ха. — Ирхинене укҫа хатӗрле, — кӗскен каларӗ ӑна Челкаш. Ҫапла вара Колчо, аран сывлӑш ҫавӑрса, Огнянов тӑракан алтарь патне сӗкӗнсе ҫитрӗ-ҫитрех. — Сире канлӗ пулать-и кунта? — тесе ыйтрӗ Николай, амӑшне пысӑках мар пӳлӗме ертсе кӗртсе. Пӳлӗмӗн пӗр чӳречи пахчаналла, тепри ҫӑра курӑклӑ килхушшинелле пӑхать. Вӑл чылайранпа ӗнтӗ ҫывӑрманччӗ, макӑрманччӗ. Этем пулса ирттернӗ тата этем пулас ҫынсем пурӑнакан шавлӑ колони ҫине ҫак городовой пит те тинкерсе пӑхса пурӑнатчӗ; унӑн чутласа тунӑ. пек курӑнакан кӗлетки пирӗн килкартине кун каҫиччен темиҫе хутчен те пырса кӗретчӗ, вӑл васкамасӑр утса, хваттерсен чӳречисенчен зоологи садне асӑрхаса тӑракан ҫын тискер кайӑксен клеткисене пӑхнӑ пек пӑхса ҫӳретчӗ. Ун пек шухӑша ӗнентерсех каласран сыхланарах тӑмалла пуль тесе шухӑшлатӑп эпӗ». — Акӑ Ленинграда та ҫитрӗм. Сӑмахран, ӗнер эпӗ: Катька — ухмах! — теме пултарнӑ. Калама ҫеҫ калас, мӗскӗнсен ҫиме ҫӑкӑрӗ те пулман. Илемлӗ кӑна кайӑк, тулашӗпе курпунсӑр пӗчӗк тӗве майне килет; куҫӗ пӗчӗккӗ, хӑй типшӗм, урисем ҫинҫе те вӑрӑм, ҫӑмӗ вара пурҫӑн пек йӑлтӑркка та кӑпӑш, сӗтлӗ кофе тӗслӗ. Сӗтел хушшинче эсир пулмасан, аван мар пулать. Унӑн тӑсӑлса выртас та — ахаль ҫеҫ выртас мар, чӑнахах та тӑсӑлса выртас — ҫывӑрса каяс килчӗ. Калаҫнӑ чухне вара нимӗҫле майлӑрах сӑмахлани пит те хытах сисӗнет. — Кам пултӑр тата! Тата кашни преступленишӗнех хӑйӗн срокӗ, вӑхӑчӗ пур! Вӑл шӑнкӑртаттарчӗ те, ун патне горничнӑй хӗр кӗчӗ. Автор академипе малалла паллаштарать. Ӗмӗрех эсӗ, тимӗре тутӑхни ҫисе пӗтерсе пынӑ пек, пурне те ҫисе пурӑнатӑн… Ал тупанӗсем ҫинче туртӑшса пыма вӑй пӗтсен, чавсисем ҫинче шума пикеннӗ. Пӗр ӗҫ вара ӑна ҫав тери интереслентерсе пӑрахнӑ. Ҫав тӑваткал листасен вӗҫӗнче тӑрӑшса «ҫавӑркаласа» ҫырнӑ: «Пиотр Кирсаноф, генерал-майор» тенӗ сӑмахсем илемленсе тӑнӑ. — Ну, мӗн, ӑслӑран та ӑслӑ Соломон? — анасланӑ май ҫӑварӗ ҫине хӗрес хурса ыйтать вӑл. Салхуллӑн лаш! сывласа, Лушка ним чӗнмесӗр ун хыҫҫӑн кӗчӗ. Хӑйне Луиза Пойндекстер мӗн каласа панинчен ватӑ сунарҫӑ ӑнланса илнӗ: Морис Джеральд пысӑк хӑрушлӑха пырса лекнӗ иккен. Шинельне пылчӑк сирпӗтсе пӗтернӗ пӗр ҫӳлӗ нимӗҫ каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те ӑна хӑй повозки патӗнчен урипе тапса ывӑтса ячӗ. Пӗтрӗм эп, Алексей Вениаминыч, ӗнтӗ никам та мана пулӑшаймӗ! Егоровна, ырӑ карчӑк, ӗлӗкрех унӑн ывӑлне пӑхнӑскер, халӗ ӗнтӗ унӑн няньки те пулса тӑчӗ. Вара ҫак ҫын, тин ҫеҫ хӑйне паттӑр пек кӑтартнӑскер, хӑйӗн ирсӗр ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулнине ӗненсе илчӗ, ҫав пуҫкасан, халӗ ҫеҫ хӑй тунӑ киревсӗр ӗҫпе мухтанса, вилес умӗн ӑшшӑн кулса ячӗ. — Э, эсӗ-и ҫак? — Эпӗ, капитан юлташ! Амӑшӗ хӑйӗн суккӑр ачи юланутпа ҫӳреме вӗренессе ӗмӗтленме те пултарайман, пиччӗшӗ ҫапла путтишленнине ӑссӑрланни вырӑнне ҫеҫ хунӑ. — Ан ыйт! Пристаньрен тӳрех ӑссӑрсен ҫуртне илсе каймалла мар-ҫке? Пырать… Таҫта вуланӑ эпӗ, шӑп ҫак Буэнос-Айрес провинцинче 1793 ҫулта ҫумӑр иртсе кайиччен аслати вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑтӑр ҫичӗ хутчен кӗмсӗртетнӗ. Вӑйлӑ курӑм-туйӑмсем те, ачан чунне вӑхӑтлӑха хумхатса, ҫак пӗр тикӗс пурнӑҫӑн пӗтӗмӗшле фонӗ ҫинче хӑш чух уҫҫӑн палӑркаланӑ, анчах вӗсем те часах сӗвӗрӗлсе кайнӑ. — Вӑл ун ҫинчен ҫырнӑ-и-ха? Эпӗ хайласа тупнӑ ӑна. Ку Кассий Кольхаун пулнӑ. Ҫӗр пысӑкӑш хытӑ шар ҫакӑн пек пӑнчӑ ҫине ӳксен, унта вӑл вута пӑрахнӑ пробка шарӗ евӗр тӗппипех пӗтет. Пӗр ӳкерчӗке ҫине: «Акӑ манӑн савӑнӑҫ», тесе ҫырнӑ кӑвак мӑй ҫыххиллӗ вӗшле йытта сӑнланӑ; йыттин ури патӗнченех юханшыв иртсе каять, юханшывӑн тепӗр ҫыранӗнче, хыр айӗнче, хӑлхисене тӑратнӑ ҫав тери пысӑк мулкач ларать. Эсир пирӗн пата урӑх кӗместӗр-и? Анчах вӑрҫӑн мӗнпур йывӑрлӑхӗсене тӳссе ирттернӗ ҫемьесем те сахал мар. Ҫав пӗрин хыҫҫӑн тепри килекен йывӑрлӑхсене вӗсем чӑтӑмлӑн, чыса та, совеҫе те ҫухатмасӑр, юна та, нервсене те, куҫҫульсене те, хастарлӑха та хӗрхенмесӗр тӳссе ирттернӗ. Жухрай Корчагина, ик-виҫ утӑм юлсан, палласа илчӗ. Алӑ пусаканӗ:Марнӑри Приёр». Марийка кӑштах кушӑрканӑ тута хӗррисемпе хурлӑхлӑн йӑл кулнӑ пек пулчӗ: — Ӑҫтан пӗлтӗр вӑл, анне! — терӗ. — Хӑвӑр пурнӑҫӑрта пулса иртнӗ япаласемпе аппаланма кирлӗ мар. Акас ӗҫпе чӑрманас вырӑнне юрату ӗҫӗпе ытларах чӑрманнӑ пулмалла!» — тейӗҫ. — Эсӗ тытӑнса пӑх-ха. — Хӑна хӑйпе калаҫакан ҫын ҫумнех сиксе ларчӗ, кухньӑна тухмалли тачӑ хупнӑ алӑк ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ, унтан, сасартӑк шуралса кайса, пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ тӳрех калатӑп сана: шанатӑп сан ҫине. Пирӗн станицӑра казаксем восстани тума хатӗрленеҫҫӗ. Унтан вӑл алӑк патнелле утса кайрӗ, чарӑнчӗ, ман еннелле ҫаврӑнчӗ. — Епле-ха эпӗ сана ун пек сӑмах пама пултарӑп? — терӗм эпӗ ӑна. Пӳрт тӑррине хӑпарса кайнӑ та, мӑрье витӗр кӑмака умне кантра антарнӑ. Ҫав сӑмахсене йӑл кулса каласа, хӗр хӑй лассоне йӗнер пуҫӗ ҫинчен илчӗ те, хӑй искусствине кӑтартма шутланӑ пек, ӑна алли ҫине чӑркама пуҫларӗ. Михаил Васильевич Ленинградра пурӑннӑ. Хӑйӗн вӑйне те сасартӑках шанма пуҫласа, вӑл темиҫе хутчен те инструмент патне пычӗ, тӳлек шӑхличӗ сассине унӑн клавишӗсен янӑравлӑ ташшипе яланлӑхах путарас тесе, ӑна уҫкаласа та пӑхрӗ. Мӗн кирлӗ?.. Тӳпере ҫав сасӑсем халь ӗнтӗ халтӑртатмарӗҫ, кӗрлемерӗҫ, типӗ йывӑҫ ҫатӑртатнӑ евӗррӗн илтӗнчӗҫ. Вӑрҫӑ пулать-и-мӗн ҫав? Манӑн упӑшкана вӗлерчӗҫ. Ахаль, темиҫе уйӑхлӑха кӑна хӑнана килнӗ кунта, унтан вара каятӑп. Канаш вӑрттӑнлӑхӗсене шохосенчен пӗрин те итлеме юрамасть. Унтан вӑл ҫапла каларӗ:— Мана темӗн систерсе тӑчӗ: эпӗ ҫавӑнта каялла таврӑнса тупмасан… — Вӑл шартах сикрӗ, шанчӑка йӑлтах ҫухатса, алӑпа сулчӗ те: — Кала вӗсене, Джо, кала вӗсене, халӗ ӗнтӗ нимӗн тумалли те ҫук… — терӗ. Кайса чӗн-ха ӑна, — хушрӗ Ровоама хаджи пӗр хуп-хура тумланнӑ хӗре. Сӑмахран, эсӗ мана эпӗ ординарец пулнӑ тесе шутлама пултаратӑн-и? Вӑл ҫав тери ҫилленет! Эпӗ ун чухне Снеффельс ҫурма утравӗнче малашне мӗн курассине асӑма та илмен. Кунта урса кайнӑ тискер ҫутҫанталӑк ҫӗр питне ҫав тери ҫӗмӗрсе ватса йӗркерен кӑларса пӗтернӗ. Юшкӑн тӑрӑх темиҫе утӑм ярса пуснӑ хыҫҫӑн, челнока, пуҫне аялалла тытса, хӑвӑрттӑн та вӑйпа шыв ҫине ятӑм. Вӑл ӑна куҫпа пӑхса ҫунтарса ячӗ, йӗрӗнсе таптаса тӑкрӗ. Вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен никама та пӗлтермӗп тесе сӑмах панӑ пулсан, ун ҫинчен ан кала. Анчах эсӗ мана шанма пултаратӑн пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. — Ҫавнашкал ытлашши хаяр питлени киревсӗр япала тенипе эпӗ килӗшетӗп, — терӗ вӑл алҫыруне сӗтел ҫине хурса. Вӑл тимӗр пек ҫирӗп кӑмӑллӑ. Мӗн турӑм-ха эпӗ? — Юлашкинчен, виҫҫӗмӗш хут калатӑп, — терӗ Паганель, — вӑл indigence — асап сӑмахӑн тымарӗ пулмалла. Вилмелле те — ыттисене ҫӑлса хӑвармалла. Э-эх, ӑҫта та пулин кӗтессе хӗсӗнсе, нимӗн те илтес мар тесе, хӑлхасене хупласа лартма май пулсанччӗ! Кӑмӑллатӑп сана. Пистолета демобилизаципе таврӑннӑ чух патӑм тесе улталасса кӗтсеттӗм эпӗ. Малтанах чыслӑ-йӗркеллӗ господасемпе ӗҫӗр-ха. Ҫу-ук, улталаймӑн, тӑванӑм. Яхно хӑмӑртарах пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ. Тепле пулсан та, ача сӗм суккӑр ҫуралнӑ. Алексей, сӳннӗ кӑвайтпа сывпуллашса ассӑн сывласа илчӗ те, тути хӗррисене ҫыртса, хушӑран ӑнран каяс пекех пулса, ҫул тӑрӑх уттарчӗ, унӑн туйисем пӑрланнӑ юр ҫинче чӗриклетсе пыраҫҫӗ. — Акӑ сире хӳтлӗх! — терӗ Гленарван. Сывах-и? Ача пӳлӗмӗнчен хуҫа арӑмӗ шӑппӑн чӗнни илтӗнсе каятчӗ: — Эсир ухмаха еретӗр-и мӗн? Унӑн хӑйӗн Лукашки ҫинчен калаҫмалла, ӑна вӑл тин ҫеҫ казак пулма тирпейлесе ҫитернӗ, халӗ Марьянкӑна, хорунжи хӗрне, качча илсе парасшӑн. Ҫӳлте пире сквайр кӗтсе илчӗ. Содрей вӑрманӗ 1793 ҫулхи май уйӑхӗн юлашки кунӗсенче Париж доброволецӗсен батальонӗ Бретаньри хӑрушӑ Содрей вӑрманӗнче разведкӑра пулчӗ. Мучи апат хыҫҫӑн Сергей ӳлӗмрен циркра ялан чапа тухасси ҫинчен шухӑшлама юратать. Анчах вӑл та илемлӗ шухӑшӑн ҫиппине ҫухатрӗ те ҫывӑрса кайрӗ. — Сирӗн сӗнӗвӗрпе килӗшетпӗр эпир, Гаррис мистер, — хуравларӗ Уэлдон миссис. Ӑна алтса кӑларса ун ҫинчен Ваҫили Андрейча йӑвантарса яракан мужиксем кӑшкӑрнине илтсен, леш тӗнчере те ҫавӑн пекех ҫынсем кӑшкӑрнинчен, тата вӗсен ӳчӗсем те ҫакӑнти пекехрен вӑл тӗлӗннӗ; анчах хӑй ку тӗнчерех пурӑннине ӑнланса илсен, вӑл уншӑн хӗпӗртемен, хурланнӑ пек те пулнӑ, хӑйӗн ура пӳрнисене тӑм тивнине сиссен вӑл пушшех хурланнӑ. Кинжалне те санах парса хӑварчӗҫ, никамран та ан хӑратӑр терӗҫ… Унта вӑл ниҫта тухса ҫӳремесӗр, искусствӑсӑр пуҫне урӑх нимӗнпе те йӑпанмасӑр ӗҫленӗ. Ҫапла, Геркулес е вӗсем хыҫҫӑн пырса хӑй ҫинчен пӗлтерӗ, е, вӗсен йӗрне ҫухатрӗ пулсан, Дикпа ҫыхӑнма тӑрӑшса пӑхӗ, тен, ӑна вӑрттӑн хӑтарӗ е вӑйпа ирӗке кӑларӗ. Хурахсен хул пуҫҫийӗсем ҫинче пӑшалсем те ҫурласем, пуртӑсемпе, сӑнӑсем хӗвел ҫинче йӑлкӑшса ҫуталса курӑнчӗҫ. Петька ятлаҫа-ятлаҫа урайне выртрӗ. Эпир ҫывхарсан, башкирсем халӑха сирсе, пире Пугачев умне тӑратрӗҫ. Пурнӑҫ унталла та кунталла та ҫавӑрать, тӗттӗмре хӑйне ҫул уҫакан ҫӗр айӗнчи шыв пек, ӗмӗрхи шӑплӑх ҫӗр варринче сиксе вӗресе сасартӑк ирӗке, хӗвел ҫине персе тухать, ҫавӑн евӗр манӑн машина та халӗ пӗлӗт хушшинчен сиксе тухрӗ акӑ — эппин, чӑнласах нимӗн те ахаль ҫухалмасть иккен! Нивушлӗ ӑна хӑтарасшӑн тӑрӑшакан ҫын тупӑнӗ? «Патша хӗрӗ!» терӗ Андрий, пӗтӗм чун чӗререн хавхаланса: «мӗн кирлӗ сана, мӗн тума хушасшӑн эсӗ — хуш ҫеҫ мана! Комсомолецсене ярӑпӑр-и унта, Аким? — ответ пуласса кӗтмесӗрех Жухрай малалла калама тытӑнчӗ. «Ультралиддит» саппасӗ — ҫӗр сехетлӗх. Тарӑхас килет, Гек, кунран та ухмахрах япала мӗн пулма пултартӑр! Фома йӗкӗте тинкерӳллӗн сӑнаса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ӑна хапсӑнса кайнине туйнӑ. Сӑрт тӳпи пӗртен-пӗр ҫуталса тӑракан вырӑн, унта ҫын пуррине уйӑрса илме те пулать. Уҫӑ чӳречерен инҫетри паровозсен шавӗсем, йытӑ вӗрни, волейбол пӳскине ҫапса янӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Анчах пӗр чӑн пулнӑ эпизод ҫинчен каласа кӑтартас пулать, мӗншӗн тесен вӑл ҫак тӗлӗнмелле историре пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать. Карчӑк шыв кӳрсе килчӗ, хӑрах витрине катка ҫинелле ӳпӗнтерчӗ кӑна, тӳрех каялла сиксе ӳкрӗ, мӗншӗн тесен хӗрри таранах тултарса лартнӑ каткари шыв, сирпӗнсе тухса, ун урисене йӗпетсе пӗтерчӗ. Часах хайхи йӗрсем ҫине ӳкрӗ. Ҫӗртме пуссинчен инҫех мар вырӑнтан вӑкӑрсем мӑн ҫул ҫинчен пӑрӑнса кӗнӗ иккен. Учитель урама тухсанах, кустӑрмисемпе йӑлтӑртаттарма пуҫласанах, ылханлӑ йытӑсем ухмаха еретчӗҫ. Карап капитанӗ авторпа ир кӑмӑллӑ пулать. Дубровский, тӑшман арканса кайнине, халех вӑл тек тапӑнма хӑяс ҫуккине шанса, хӑйӗннисене малалла кайма чарчӗ. Вӗсене крепӗҫе чӗнсе илчӗ те, алӑкӗсене питӗрме хушрӗ. Ытларах хурал тӑратрӗ. Никам тухса ҫӳремелле мар, терӗ, суранланнисене ҫыхса йӗркеллӗн пӑхма хушрӗ. Генерал хӑйӗн паттӑрлӑхӗпе тата чеелӗхӗпе чапа тухнӑ, унӑн дивизийӗ чи лайӑххисенчен пӗри пулнӑ. Арто, каялла! Эпӗ тӑршшӗ икшер фут, пысӑкӑшӗ ахаль хӑмӑш пек темиҫе патак туса хатӗрлеме ыйтрӑм. — Хисеплӗ публика! Сывлӑша пӗтӗмпех пит вӗтӗ хура тусан тулса ларнӑ; вӑл тусана ашкӑнакан ҫил ҫуннӑ прерирен вӗҫтерсе хӑпартнӑ. — Ан тив, сывлӑхӗсем тӗрӗс-тӗкел пулччӑр, савччӑр та юратчӑр, ыран ак вӗсем патӗнче хӗрлӗ эрех ӗҫӗпӗр, — терӗ Цанко. Эпӗ пӳлӗмелле каялла кӗтӗм. Аякри сӑрт хыҫӗнче ҫапӑҫу пырать. Гуселыциков генералӑн тупписем кӗрӗслеткелени хуллен кӑна илтӗнет. — Пӑшӑрханатӑп? — ҫук. Ярӑр алӑрсене. Матрос ӑна каллех Медичи дворецӗ умӗнчи площадь ҫине илсе тухрӗ, тӗттӗм кӗтесре чарӑнса тӑчӗ, унтан, ҫак калаҫу шӑппӑн калаҫни пулать тесе пулас:— Тӑхтӑр-ха ҫакӑнта, малалла кайсан салтаксем курӗҫ, — тесе мӑкӑртатса илчӗ. Эс малтан килне кайса ҫӑвӑнса тасал, тумлан лайӑхрах. — Питех те аван, — терӗ пичче. Топорек ҫав анана таптатнӑшӑн хӑйӗн мӗнпур хуҫалӑхӗ юхӑнса кайнине туйса илчӗ: укҫа та нумай тӑккаларӗ вӑл, выльӑхсӑр та, тырӑсӑр та тӑрса юлчӗ; ҫуркунне унӑн, хӗрӗпе иккӗшӗн, е ҫӗр кӑшламалла пулать, е тӗнче тӑрӑх каймалла. Аван! Вӑйӑра та кӑлӑхах ан пӗтерӗр. Гленарван, Джон Мангльс тата Паганель порт управленине чупса кайрӗҫ. Унта юлашки кунсенче килсе тухса кайнӑ судносен спискине пӑхрӗҫ, кунсӑр пуҫне управленинче ӗҫлекенсенчен ыйтса пӗлчӗҫ. Эпӗ шайбӑна ярса тытатӑп, ӑна тин ҫеҫ вучахран кӑларса туптаса пӑрахнӑ-мӗн. Ҫакна кура ӑна, Сноуи урлӑ каҫма май килсен, сана Вильсонпа пӗрле лагерте хӑваратпӑр, экспедици сансӑрӑнах малалла кайӗ тесе лӑплантармалла пулчӗ. — Часовой ку, — терӗ вӑл. Куҫа хупса иличчен ҫавӑн пек ӑшалу иртсе кайрӗ… э? — тесе хунӑ. Анчах эсир колхоза кӗрсен пурте пулать тесе шутлатӑр-и? Икӗ татӑк ура шыв патне ҫитеймесӗр сулкаланса тӑраҫҫӗ. Жид, хӑйӗн самаях вараланса пӗтнӗ шур кипкине тӑхӑннӑ та, турра кӗлтӑвать, вӑл, хӑйӗн тӗнӗ хушнӑ пек тепӗр хут сурас тесе, каялла ҫаврӑнчӗ те, сасартӑк ун куҫӗсем хыҫалта Бульба тӑнине асӑрхарӗҫ. Хырӑмна мӗнпе сиплес тетӗн-ха? — Тӑхтӑр! — кӑшкӑрчӗ полицейски. Княжна мана хирӗҫ ҫынсене ҫӗклесшӗн имӗш, унпа пӗрлех ҫӳрекенсенчен икӗ адьютанчӗ мана питӗ сиввӗн пуҫ тайнине хам та асӑрхарӑм — эпӗ, хӑйсем вӗсем кунсеренех ман патӑмра хӑна пулаҫҫӗ. Анчах ӑна йывӑр пулнӑ, вӑл темшӗн тунсӑхланӑ. Конституци Комиссийӗ ӗҫленӗ хыҫҫӑн Конституцин ҫӗнӗ тексчӗ, ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституцин проекчӗ пулса тӑчӗ. Ҫӗнӗ Конституци проектне тунӑ чухне, Конституци Комисси Конституцие программӑпа пӑтраштарма юраманнине тӗпе хурса ӗҫленӗ. Ҫил-тӑман унӑн сухалӗпе уссийӗсене, сӑмсаран тискеррӗн ярса илекен цирульник супӑнь кӑпӑкӗпе сӗрсе янӑ пек, юрпа шуратнӑ. — Пӗлетӗр-и, княжна, — терӗм вара, кӑштах кӳренсе, — хӑйне хӑй ӳпкелекен айӑплӑ ҫынна нихҫан та тӗртсе ямалла мар: тарӑхнипе вӑл тата икӗ хут ытла айӑплӑрах пулса кайма пултарать… Ун чухне вара… Ман чӗрере тӗлӗнмелле туйӑм: хура тӗттӗм шывӑн йывӑр юхӑмӗ аялтан ҫисе пынипе ҫӗр ун ӑшнелле тӳнет пек, эпӗ ҫӗр ҫинчен тӗттӗмлӗхе, хӗвел ӗмӗрлӗхех пухса ҫухалнӑ ҫӗрелле шуса анатӑп пек. Вӗсем, чылайччен тӑрса, хӑйсене мӗн туйӑнасса кӗтрӗҫ. Тӑраничченех канса киленес тесе, Алексей ывӑннӑ тискер кайӑк пек, юр ҫине хутланса выртрӗ. Лартса кай мана халех ху ҫине! илтрӗн-и, кайӑк пек вӗҫнӗ пултӑр!» Суккӑр тӗнчине ку таранччен хупласа тӑнӑ хӳмере Макҫӑм, хӑйӗн ним шеллевсӗр аллипе хӑй пӗлсех ҫапса, пуҫламӑш шӑтӑк турӗ. Штатскисем нумайӑшӗ стена ҫумӗнче хӗсӗнсе тӑраҫҫӗ, ҫар ҫыннисем вара тӑрӑшсах ташлаҫҫӗ; пуринчен ытла вӗсенчен пӗри, Парижра ултӑ эрне яхӑн пурӑннӑскер, унта тӗрлӗрен: «zut», «Ah fichtrrre», «pst, pst, mon bibi» т. ыт. ҫавӑн пек ашкӑнса кӑшкӑрмалли ытти сӑмахсене те вӗреннӗскер, хытӑ ташларӗ. Ҫын хӑй тахҫан курнӑ карттӑна, Гудзонӑн суту-илӳ компанийӗ кӑларнӑ карттӑна аса илчӗ те, пӗтӗмпех ӑнланчӗ. Сӑн-пичӗпе вӑл яланхинчен хаяртарах пек курӑнать, Давыдова кӑмӑлне уҫҫӑн кӑтартмасӑр алӑ тытрӗ, анчах ун ҫине вӑрттӑн шикленсе, темскер пуласса кӗтнӗн пӑхса илчӗ. Манӑн эсир ырӑ чунлӑ пулнине кӑтартса паракан япала пур. Ун ҫине пӑхсан, эпӗ кулса ямасӑр чӑтса пыраймастӑп: пӗчӗкҫӗ лаша ҫинче унӑн вӑрӑм урисем ҫӗрте сӗтӗрӗнсе пынипе вӑл ултӑ ураллӑ центавр пекех шуса пырать. Ҫулҫӳревсем сана пӑсайман! Ҫӗр чӑмӑрӗн ҫути пире тулли Уйӑх ҫутинчен сакӑрвунӑ хут вӑйлӑрах курӑнать. Хӑш чухне Половцев, картне пӑрахса, урисене калмӑкла хуҫлатса, урайнех ларать те, брезент татки сарса хурса, ахаль те пит таса ручной пулемета салатса тӑкса тасатать, унӑн кашни пайне тутӑр таткипе сӑтӑрать, вӗрипе ӑшӑннӑ пӑшал ҫӑвӗпе сӗрет, унтан, пулемет ҫине ытараймасӑр пӑхса, ӑна каллех пуҫтарать, сарлака ҫамкаллӑ пуҫне енчен еннелле суллать. Тури сулхӑн ҫил канӑҫлӑ уй-хир ҫийӗн салхуллӑн вӗрет. Вӑйлӑн хумханса, Владимир вӗсене вула пуҫларӗ. Эсир хакале хуҫине курасшӑн пулӗ тесе шутлатӑп? — Акӑ, итлеме кӑмӑл тӑвӑр. — Сан ҫеҫ уксахламалла-им? — шӳт туса илчӗ Бояркин. Хӑйӗн юратӑвӗнчен хӑрать вӑл, именет унран. — Юрать, эсӗ каланӑ пек пултӑр, — тесе ответленӗ майор. Юлашкинчен, эпӗ ҫапах та тӑпра ӑшне пӑсӑлнӑскер кӗрсе выртатӑп пулсан, эпӗ хамӑн юлашки сехетре пӑртак мухтансарах та калӑп: «Ырӑ ҫынсем ман чуна пӑсас тесе пӗр хӗрӗх ҫул хушши хытах тӑрӑшса хӑтланчӗҫ, анчах вӗсем кутӑнлашсах ӗҫлесе хӑтланни питех ӑнӑҫлӑ пулаймарӗ» тейӗп. Мартини калаҫма чарӑнчӗ. Ӑна пӗр ҫын турӗ, вӑл манран вӑйлӑрахчӗ. Анчах пӗрре, каҫ пулас умӗн, хӑна пӳлӗмне пырса кӗрсен, эпӗ спальнян занавески хыҫӗнче манӑн дама уҫҫӑн кулнине тата арҫын сасси:— Тӑхта-ха… Сывалас тесен ытларах ҫиме тата ҫывӑрма кирли ҫинчен пӗлсен, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вӑл иккӗмӗшне икӗ порци ыйтса илчӗ, вара, пырне ларта-ларта, тӑватӑ котлет ҫисе ячӗ. Аялта тӑракан Радуб, хавасланнипе пурин ҫинчен те маннӑскер, аллисене малалла тӑсса, чикмеке ярса тытрӗ, унтан ӑна ыталаса илсе:— Сывӑ пултӑр республика! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Пӗчӗк, анчах вӑйлӑ аллипе Нестеренко Давыдов чавсине пушшех те хытӑрах хӗсрӗ. — Ухмах! Вӑл шухӑш вӑрттӑнла та, салху та, хӑрушӑ та пулчӗ. Ҫитменнине, вӑл ку тӗлте пулнӑ пур ӗҫсемпе те, таврари япаласемпе те, ҫӗрлехи вӑхӑтпа та пӗтӗмпех килӗшсе тӑчӗ. Урисем айӗнчи курӑк ҫинелле ҫеҫ вӑл пит тинкерсе пӑхса пынӑ. Сасартӑк вӑл Энск ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. — Эсир ман пӗлтерӗве вуланӑ пулӗ? — Анчах памфлетри сӑмахсем пурте тӗрӗс вӗт — ҫакӑ пулать пуринчен те начарри! Юрату ҫине темле тарӑху ҫине пӑхнӑ пек мар, чуна пуянлатасси ҫине пӑхнӑ пек пӑхас пулсан… Сюртук тӑхӑнсан тата брюкине кӑларса ярсан, вӑл мана темле чаплӑн, патваррӑн туйӑнатчӗ, ҫапах та ӑна пӑхсан, тем кӑмӑла кайманни, кулӑшла пулни палӑратчӗ. — Эпӗ хам та ҫаплах шутланӑ, — терӗ пичче, — эпир ансӑр шӑтӑк ӑшӗнче, унӑн сарлакӑшӗ тӑватӑ чалӑш та пулас ҫук. Уйӑх ҫутатнине пула вӑл юмахри пек, вӑтам ӗмӗртен юлнӑ кермен пек палӑрать. — Саня, — шӑппӑн кӑна каларӗ вӑл. — Чим, тӑхтӑр-ха, улпутӑм, мӗнле тӳлӗр-ши ӑна? Ӑна укол туса камфора ячӗҫ, кислород пачӗҫ. — Эй, туррӑмҫӑм! — ассӑн сывласа, хурлӑхлӑн, шӑппӑн каланӑ Ежов. Аэлита пуҫӗ унӑн хул пуҫҫи ҫине вӑйсӑррӑн выртрӗ. Анчах ҫак самантра хӗрарӑм-хуҫа кӗчӗ. Эпӗ урӑх пӗр сӑмах та каламӑп! Манӑн ун ҫинчен шухӑшланипех кӑмӑлӑм пӑтранать. — Мӗнле тӑвас тен, ҫапла ту, Дик, — терӗ Уэлдон миссис. Акӑ, кӑшкӑрни каллех илтӗнчӗ — анчах эпӗ пачах вӑл еннелле ишместӗп иккен, сылтӑмалла каятӑп. Пӗр ҫын шӑвӑнса тухма май пур ҫӗрте, тен, иккӗн тухма май пулмасть. — Санран ҫывӑххи кам пултӑр-ха? Эпӗ вӑл пысӑк чул хыҫне пытанса ҫилессӗн тулхӑрнине илтрӗм, ахӑртнех вӑл доктор Ливсипе тӗл пулнине ҫаплипех манайман пулас. Саня хыпаланса ҫӳрерӗ: турилккесем ҫитмеҫҫӗ, хӑнасене вара икӗ черетпе тӑрантармалла пулчӗ. Чӳречесене ҫакӑн пекех карнӑччӗ, урамра улма-ҫырла сутакан ҫаплах:— Ҫырла, ҫырла! — тесе кӑшкӑратчӗ. — Тӗп пултӑр капитан Сильвер, — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, картуса сулса. Халӗ поезд ҫинчен аннӑ ҫынсем — тяпкӑсем, кӗреҫесем, сенӗксем тата пахчара ӗҫлемелли ытти хатӗрсем ҫӗкленӗ йышлӑ мар пассажирсем, хӑйсен ӗҫӗсем ҫинчен калаҫса, часах тӗрлӗ еннелле саланчӗҫ. — Мӗн тӑватӑн эсӗ кунта? — ыйтрӗ вӑл. — Ах, Владимир Андреевич, эсир-ҫке ку, — терӗ Эрхип пӑшӑлтатса, — тур каҫартӑр, ҫырлахах… Пырать, телее, эсир ҫуртапа пултӑр! — Владимир ун ҫине ӑнран кайса пӑхса тӑрать. — Мӗн кунта лӑпчӑнса тӑратӑн-ха эсӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл тимӗрҫӗрен. Кама та пулин юратнӑ пулсан… тӳрех — вӑл мӗн калӗ-ши? — тесе шутланӑ пулӑттӑм. Анчах эсӗ акӑ, Давыдов юлташ, ҫавна нимӗн те ӑнланмастӑн. Мӗнле-ха ӗнтӗ: турӑ унтан пӗр икӗ пуслӑх ытларах ыйтать-им вара? Кӑна кӗтменччӗ. Ҫӑмӑл лассона йӗнер пуҫӗ ҫине тирпейлӗн чӑркаса хунӑ. Вӗсем уйсене сухалаҫҫӗ те унта урпа акаҫҫӗ. Пурте килӗшрӗҫ. Тӑватта ҫитсен, ӑна ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем панӑ укҫа-тенкӗпе ӗҫлекен Нью-Йоркри шкулсенчен пӗринче вулама, ҫырма, шутлама вӗрентме тытӑннӑ. Анчах пире ҫакӑн пек ҫын статьисене тӳрлетме пӗлекенсем кирлӗ. — Апла. Шал енчен — эпӗ ӑна питӗ, питӗ лайӑх асӑрхарӑм — шурӑ каркӑҫ ерипен чӳрече янаххи таран анчӗ те кантӑка йӑлт карса хучӗ. Вӑл пӗрле кайнӑ матроссем питӗ ҫилленсе ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа та эпир Джима каллех курассине шанманччӗ. Ирхине сакӑр сехетре хам анмалли станцӑра эпӗ, сывпуллашас тесе, ун патне пытӑм. — Эсремет-и? — хӑйӗн яланхи йӑлипе васкамасӑр тепӗр хут ыйтрӗ Ярмола. Ирсенче паллаканӗсемпе тӗл пулсан, лапутянсем чи малтан хӗвел сывлӑхӗ ҫинчен, анса ларас умӗн тата тухас умӗн вӑл мӗн тӗслӗ пулни ҫинчен, ҫывхарса килекен кометӑна пырса ҫапӑнассинчен сыхланса юлма май пуррипе ҫукки ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Бенедикт пиччӗшне карап сӑмсинчи япаласем усракан пӗчӗк тӑваткала вырнаҫтарчӗҫ, Халл капитанпа Бенедикт пичче ирхине, кӑнтӑрла Уэлдон миссиспа пӗрле ун пӳлӗмӗнче апатланчӗҫ. Ҫак ҫаврашкасен ҫутӑлакан пӑнчисем шӑллӑ тусенчен пуҫланса сӑрт-ту тӑрӑх йывӑҫ-тӗмпе ишӗлчӗксем патнеллех тӑсӑлаҫҫӗ. — Сыв пул, — тавӑрчӗ Шурочка йӑваш сасӑпа. — Чуптусам мана юлашки хут. Владимирпа Ермолай иккӗшӗ те кимӗсӗр сунара кайма май килмест, тесе йышӑнчӗҫ. Акӑ сана арестсем, акӑ сана ухтарусем! Ун ӑшӗнче, начар купаланӑ стена ишӗлсе аннӑ евӗр, темӗскер татӑлса ӳкнӗ пек туйӑнчӗ. Халь хӑй ӗлӗк хапсӑнакан тата вӗсем ҫине инҫетрен ҫеҫ сурчӑкне ҫӑтса тӑрса пӑхса савӑнакан япаласем унӑн аллинче пулаҫҫӗ ӗнтӗ. Эпир пролив тӑрӑх ыткӑнса ҫеҫ пытӑмӑр. Кимӗ борт ҫумне пырса чарӑнчӗ, эпӗ вара каллех карап ҫине улӑхрӑм. Халь кӑна хӑйне ҫамкинчен пӗр пӑшӑрханмасӑр пеме тӗллекен ҫын сасартӑк хӗрелсе кайрӗ те нимӗн калама аптраса тӑчӗ. Вӗсем пӗрре пӑхса илнипех инҫетри анлӑ перспективӑсене ытамлаҫҫӗ, анчах кивӗ йӗркесене хӑнӑхса кӑмӑрчакланса ларнӑ ватӑ практиксем икӗ-виҫӗ йывӑҫ хыҫӗнче пӗтӗм вӑрмана курмаҫҫӗ». — Акӑ, — тенӗ вӑл, — кит ҫӑвӗн ҫакӑн пек пӗчӗк катӑкне илмелле те ун ҫинче ҫакӑн пек путӑк тумалла. — Явӑҫнӑ та леш унӑн ҫумне — ӗмет кӑна… Укҫа тӳлӗр, хӑшӗ ытларах килӗшет суйлӑр! — тесе кӑшкӑраҫҫӗ. — Ку канашлура сана эпӗ урӑх сӑмах памастӑп! — Апла иккен, Григорьев, — кула-кула каларӗ Николай Антоныч. — Кредитсем пулаҫҫӗ, — терӗ ҫирӗппӗн кунта вӑтӑр тӑххӑрмӗш ҫулта пулнӑ американец. Ун хыҫӗнчен хӑранипе пуҫӗсене ҫухатнӑ петлюровецсен цепӗсем сапаланса чупаҫҫӗ. — Эппин ҫиер! — терӗм эпӗ. Арми разведкинчи подполковник коридора чупса тухрӗ, ун хыҫҫӑн Голышевӑн адьютанчӗ васкарӗ, ыттисем Горева кӗтмен ҫӗртен тунӑ открыти ҫинчен хӗрсех калаҫма тытӑнчӗҫ. — Кӑшт канма пар, — терӗ Андрей. — Ҫухатрӑм ӑна! Каллех ҫухатрӑм! Тульккӑш акӑ мӗн: ҫӗҫӗпе чавса кӑлармашкӑн Джим ҫамрӑк ҫын мар. Воропаев ӑна юлашки хут 1941 ҫулхи ноябрӗн 7-мӗшӗнче парадра курнӑ, унтанпа ӑна Сталин ватӑлман, анчах хытӑ улшӑннӑ пек туйӑнчӗ. Чернявкин хӗрарӑмсене улшӑнса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ: ҫын ҫине тухнӑ чух паттӑртарах пулас тесе, вӑл пӗртак сыпнӑ-мӗн. Вӑл чӑматана ҫӑмӑллӑнах ҫӗклерӗ те ӑна силлесе илсе:— Пушах! — терӗ. Вӑт — паттӑрлӑх! — Асӑрхарӗ, — тавҫӑрса илчӗ…» Вӑл халӗ пулма пултарас япалана хирӗҫ, пуҫне усса, таврара мӗн пулнине ним чухлӗ те курмасӑр утса пычӗ. Кӑнтӑрла тӗлнелле яхта ҫак вырӑнсенчи калама ҫук илемлӗ икӗ вырӑнтан иртрӗ. Кирюха ыр ҫынсем патӗнче ямшӑкра ҫӳренӗ, виҫ лаша тытса пырас тӗлӗшрен пӗтӗм таврара паллӑ ямшӑк пулнӑ. Ку, паллах, эсӗ ҫивӗч куҫлине пӗлтерет. Чӑх-чӗп картишӗнче темиҫе ҫӗр чӑх, сапаласа пӑрахнӑ тӗрлӗрен тӗслӗ шакмак чулсем пек, кӗшӗлтетет. Ҫаплах ним хускалмасӑр Лозневой ҫинелле пӑхса, Костя ӑна хӑй кӗтмен ҫӗртенех, пӗтӗм вӑйран аяк пӗрчи айӗнчен чышрӗ. Мӗн кӑна туса пӑхмарӗ пуль, нимӗн те кӑлараймарӗ. — Эсир мана кураймастӑр, ҫапла-и? Огнянов вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Калаҫӑва пурте хутшӑнчӗҫ, вӑл хӗрӳленчӗ. Макҫӑм пуҫне сулкаланӑ, темӗн мӑкӑртатнӑ, ун тавра уйрӑмах ҫӑра тӗтӗм мӑкӑрланнӑ, ку ӗнтӗ вӑл хытӑ шухӑшланине пӗлтернӗ; анчах вӑл хӑйӗнни ҫинче ҫирӗп тӑнӑ, хӑш чухне вара, тӳррӗнех никам ятне те асӑнмасӑр, хӗрарӑмӑн чикесӗр юратӑвӗпе ҫӳҫрен те кӗске ӑсӗ пирки йӗрӗнчӗклӗ сӑмахсем пӗркелесе янӑ; хӗрарӑм вӑл самантлӑх асаппа самантлӑх савӑнӑҫран инҫе курма пултараймасть имӗш. Хӗрачасем тумалли физкультура упражненийӗсем ҫеҫ кӑшт ҫӑмӑлтарах, тата вӗсем вӗренмелли наукӑсен курсӗ ытла пысӑках мар, анчах ун вырӑнне вӗсене кил хуҫалӑхне тытма вӗрентеҫҫӗ, мӗншӗн тесен Лилипутире аслӑ классенче те арӑмӗ упӑшкин ӑслӑ та савнӑ юлташӗ пулма тивӗҫлӗ, тесе шутлаҫҫӗ. Павел ун патне пычӗ. — Игнат ывӑлӗ-и? Юлашкинчен, шӑпах тепӗр виҫӗ эрнерен, хуларан пианино илсе килчӗҫ. Кам пултӑр-ха эсир, милостидор? Ҫак ҫамрӑк ҫар начальникӗн чӗри салтак чунӗ евӗрлӗ: вӑл ним шухӑшласа тӑмасӑрах чи хаяр ҫапӑҫӑва ыткӑнма та пултарать. Комета мӗн иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн ҫак хӑрушлӑхсем хӑратми пулнӑ, анчах ун вырӑнне тата урӑххисем тупӑннӑ: кометӑсен ҫулӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, тӗнче уҫлӑхӗнче вӗсем тӗрлӗрен ҫулпа куҫса ҫӳреҫҫӗ. Унашкал сӑн-пите курсан ӑсран кайӑн. Авалхи ҫынсен пурӑнӑҫӗпе пурӑнакан туземецсен йӑхӗсене экспедици ку таран килсе те тӗл пулмарӗ. Ку ҫителӗклӗ мар-и? Е эсир эпӗ каласа панине тепӗр хут илтес тетӗр-и? — Ҫапларах вӑл, Ихошка. Анчах хӑҫан? «Ну, ваше благородие? — терӗ вӑл куҫне хӗссе. — Манӑн фельдмаршал чӑннине калать пулас. Ҫавӑнпа та ӑна Англи ҫарӗнчи служба нихӑҫан та илӗртме пултарайман, ахальтен мар майор чинне те вӑл пӗтӗмпех Шотланди ҫыннисенчен тӑракан хӗрӗх иккӗмӗш полкра, сӑртсен хушшинче тӑракан гвардире илнӗ. Ан тив, тӑвӑл малалла вӗҫтерсе кайтӑр! «Ну, юрать, юрать, юна вӗрни-сурнине эпӗ пултӑрах эппин, сире парнелӗп, — сӑмах хӗрсе кайнипе сассине хӑпартсах калаҫрӗ вӑл, — анчах тепри ӑҫтан илӗнет вара, э? Ноябрӗн 7-мӗшӗнче ирхине Мускавра, Хӗрлӗ плошадьре, нумай ҫул ӗлӗкрех йышӑнса хунӑ йӑлапа, Хӗрлӗ Ҫар чаҫӗсен парачӗ пулса иртрӗ. Кунта кӑвак чул никӗс ҫине аслӑ вите лартнӑ, унпа юнашар пекех утӑ хумалли аслӑк, урапа сарайӗ, хӑмӑт-пӑяв таврашне юсакан мастерской, аяккарахра — ӗнесем хупмалли ҫутӑ вите, хӑма витнӗскер, тата тӗрлӗрен йывӑҫран пуҫтарса тунӑ сурӑх вити вырнаҫнӑ. Сурӑх вити ӗнтӗ, тӗрлӗ йывӑҫран тунӑ пулин те, пӑхма тирпейлӗ. Тепӗр енче — тимӗрҫ лаҫҫипе машина сарайӗ, кӑшт леререхре — тырӑ кӗлечӗсем. Анчах Ромашов какӑра салтак аллинчен туртса илчӗ ӗнтӗ. Унтан мана хулпуҫҫинчен ҫапса, вӑл та мухтарӗ: — Сан ҫакӑ лайӑх: эсӗ пур ҫынпа та хурӑнташлӑ — акӑ мӗн лайӑх! — Пӗр чӗптӗм те йӑпӑлти мар вӑл, Кроссман. Вӑл мана хӑй упӑшкипе, ҫав бульварта кӑштах курса юлнӑ ухсах старикпе, пачах паллаштарасшӑн мар: ывӑлне хӗрхеннипе ӑна вӑл качча тухнӑ иккен. Пӗрремӗшӗ — вӑл хамӑр лашасене туласа пӗтермешкӗн пӑрахса хӑварса, йывӑҫ ҫине хӑпарса ларасси. Ачасем чарӑнса чылай вӑхӑт хушши шыв тӗпӗнче тӗлӗрсе выртакан форель пулӑ ҫине пӑхса тӑнӑ. Нимӗнле йывӑрлӑхсене пӑхмасӑрах, вӑл юханшыв ҫыранӗпе пыма ҫирӗп шухӑш тытрӗ. — Эсӗ акӑ мӗн, земляк, кала-ха мана… Вӑл эпӗ «ҫитӗ ӗнтӗ ун ҫинчен» тенине шансах пӗтереймест пулӗ-ха. Кӳреннӗ Осетров, кӑштах сивӗнсен, Нечаева ҫапла каларӗ: — Пӑхатӑп та эпӗ сан ҫине, Александр, санӑн киле манса хӑвармалли те ҫук, хӑвпа пӗрле те ӑсу пачах ҫук. Ҫапла, ҫапла! Эпир пӗрлех тухрӑмӑр. Юханшывӗ кунта питӗ сарлака, икӗ енӗпе ӳсекен вӑрманӗ те ҫав тери ҫӑра, ҫав тери ҫӳллӗ, ҫӑлтӑрсен ҫутинче вӑл стена пек курӑнать. Вӑл: «савнийӗм», тесе хушса хурасшӑнччӗ, анчах, хӑраса ӳксе, тутине тӑп тытрӗ. — Сире урай ҫуса парасси тата чей ӗҫтересси — мана ниме те тӑмасть, анчах телей тени сирӗн те, манӑн та пулмасть, Алексей Вениаминович… Анчах ыран акӑ тырӑ акма тухатпӑр пулсан, унта эсӗ начар ӗҫлесен, ун чухне вара эпӗ сана лайӑхах ҫунтарса илетӗп, ҫавна пӗлсех тӑр! — Ҫак пӳлӗмре анне вилнӗ вӑт пирӗн, — терӗ Володя. — Мӗншӗн эсӗ, ман пек, кӑкӑр ҫинче выртмастӑн? — ыйтрӗ Шубин, калаҫу пуҫарса. Власова хӑй кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн:— Ҫапла, лайӑх! — терӗ. «Ҫын хӑй ҫуралса ӳснӗ ҫӗршывра пророк пулаймасть» тени тӗрӗсех, ахӑр. Анчах практика енчен илсен, — вӑл сулахай сулӑнчӑка кӗрсе ӳкнӗ. Юлташӗсем чунтан савӑнни, пӗтӗм кӑмӑлтан туслӑн йышӑнни, ӑна хӗрхенни, алла хыттӑн чӑмӑртани, ҫурӑмран витӗмлӗн те туслӑн лӑпкани — ҫавсем пурте Павела Туфта ҫинчен мантарсах ячӗҫ. Ҫавӑ тӗрӗс вӑл, мана Зебулон Стумп тени пекех тӗрӗс. Арӑмӗн пичӗ йывӑҫ пек хытса ларнӑн курӑнать, анчах питҫӑмартисем тӑрӑх хуллен, вӑраххӑн куҫҫульсем юхса анаҫҫӗ. Композиторсен ҫӑви ҫинчен кайсан, вӑл Короленко генерал дивизийӗ вырнаҫнӑ вырӑна пырса тухрӗ. Короленко — ырӑ кӑмӑллӑ украинец пулнӑ. Вӑл хӑйӗн кӳпшек аллисене вӑхӑтран-вӑхӑта хӗрарӑм пек, хӑйӗн тем пек пысӑк хырӑмӗ ҫине хӗреслесе хума юратнӑ. Анчах канӑҫсӑр шухӑш Уэлдон миссиса ҫывӑрса кайма памарӗ. Ӑна пурин ҫинчен те чӑн малтан хӑйӗн пӗлмелле чухне Долинник унран маларах пӗлсе тӑни тарӑхтарать. — Мӗнле-ха апла? Лайӑх мар вӗт, тусӑм Влас, — терӗ, сӑмахсене татса каласа Туман. Юрӗ, хам ҫавӑрам эппин. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлса кайнӑ, вӗсен куҫӗ умне тӗм хура хӗрарӑм тухса тӑнӑ. Телее, упасаррипе папирус юханшыв хӗрринче ытлӑн-ҫитлӗн ӳсет. Папирусӑн пылак варри пурне те килӗшрӗ, пӗчӗк Джека уйрӑмах. Ҫав вӑхӑтра каллех моторсем кӗрлени илтӗнчӗ, паҫӑрхи самолётсемех, ҫул ҫийӗпе аялтанах, пӗр ҫунат ҫинчен тепӗр ҫунат ҫинелле сулкаланса, ыткӑнса иртсе кайрӗҫ. — Чимӗр-ха, чипер каччӑ, — тесе чарчӗ ӑна инженер. Хуллен пускаласа, Эвелина вӑтаҫӗрти пусма умӗ тӗлне ҫитнӗччӗ кӑна, икӗ суккӑр ҫирӗппӗн пусса анни тата Раманпа пӗрле юлнӑ ачасем ӑна сырса илсе хаваслӑн кӑшкӑрашса ҫухрашма тытӑнни илтӗнсе кайрӗ. Бонапарта хӗненӗ… Ах, тусӑмсем, ҫӳлти турӑ ҫапах ҫак телее пачах мана! Тинех ӗнтӗ манӑн ятӑм наукӑна кӗрӗ! — Эсӗ манӑн куҫсене пӗтӗмпех уҫрӑн! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Виҫӗ уйӑх хушши йӗрлерӗҫ ӑна, виҫӗ уйӑх хушши ҫине тӑрса хӑваланӑ хыҫҫӑн тин тытрӗҫ. — Мӗншӗн тесен вӗсем ӑна тивӗҫлӗ пулчӗҫ, — тенӗ старик. — Ну, якши, гут, полковник юлташ, кирка тытас, ӗҫе тытӑнас! Пылчӑк нумайтарах пулса тӑрать. — Ну вот… халлӗхе ҫакна ҫеҫ калам: никӗс хунӑ ҫӗрте хӑвна ху мӑнаҫлӑн тыт, пурне те курӑнмалла вырӑна тӑр… — Ҫывӑхарах ҫитиччен тӑхтӑр-ха. — Ҫавӑ ҫав, — тенӗ ӑна хирӗҫ Миките. Ҫырусене ямалла пулнӑ, анчах пуштӑ маркӑсене кивҫен паман. Никам та чӑрмантармасть мана, халӗ эпӗ ҫивӗч штык пекех, пӗтӗм ҫивӗчлӗхе кулаксене хирӗҫ тата коммунизмӑн тӗрлӗ тӑшманӗсене хирӗҫ кӗрешме хӑйраса хунӑ. — Пурте? Вӑл карӑнтарнӑ пир ҫине тӗрӗ тӗрленӗ. Ача ҫапла аппаланнӑ вӑхӑтра асламӑшӗ те пахчаран кӗчӗ. Ҫаплах вӗҫтерет-и-ха? «Ӑсланнӑҫем ӑсланса пырать, мур…» Анчах чӗре сисет. Штаб тӗлӗнче чарӑнчӗ. Майор вӑл хута иккӗленерех тытрӗ. — Эсир тӳлесе татнӑ укҫи? — тесе ыйтрӗ прокурор. — Ӑҫтан эсир ӑна… Госпитальти палатӑсенче, хӑш чух, пурте шухӑша путса тунсӑхлама тытӑннӑ вӑхӑтсенче, ҫав тери салху та кичем шӑплӑх пулса тӑрать. Халӗ ҫав салху шӑплӑха ӑшӑ сӑмахсемпе сирсе яракан никам та пулман. Лампӑра тахҫанах ӗнтӗ краҫҫын пачах юлман-мӗн те, халӗ вӑл, шартлаткаласа, юлашки хӑрӑмлӑ ялтлатӑвӗсемпе ҫунса пӗтесшӗн тертленет. Акӑ лаша та — тус, епле сыхланса йӑтса пырать вӑл сана! Ун патӗнче яланах таса, кӗнекесем шкапра, кроватьне шурӑ витӗнкӗҫпе витнӗ, минтерӗн те ҫитти пур. Тӗрӗс калӑплӑ чиперкке пичӗ кӑшт сивлекрех пек туйӑнать; сенкер куҫӗсем лӑпкӑн та тӳлеккӗн пӑхаҫҫӗ; ҫак шуранка питҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ тӗс сайра тухать, анчах ку — кашни самантрах шалти ӗмӗт-туйӑмпа хӗмленме хатӗр тӑракан шуранкалӑх та мар; ӑна нимрен ытла, шурӑ юр сивви вырӑнне хурса йышӑнма пулать. Паллах, мӗнле асап хӑйне ҫав териех пусса тӑнине вӑл яр-уҫҫӑнах тӗшмӗртмест-ха, анчах шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ, — сӑлтавне пӗлменни, — ӑна пушшех те хытӑрах асаплантарать. Гусев та уринчен ури ҫине пускалать, ассӑн сывласа кӑларчӗ. Ҫакна илтсен, Вальтер Ралей шухӑша кайнӑ, хам куҫ умӗнче пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен тӗрӗссипе каласа параймастӑп та, тахҫан пулса иртнӗ событисем ҫинчен тӗрӗссине пӗлме пушшех йывӑр, тенӗ те вал, хӑй ҫырма тытӑннӑ истори кӗнекин алҫырӑвне вута пӑрахса ҫунтарса янӑ. Ҫынсем, ну-и ҫынсем вӗсем… Лаша. Пыл хурчӗ — лайӑх хуҫа: вӑл ӗҫ вӑхӑтӗнче юрлать, май килсен мӑкӑртатать. Ҫӗнӗ хуҫи, кресло ҫинче сарӑлса ларса сигара туртнӑ хушӑра, вӑл хӳрине выляткаланӑ май пӗр ыйту ҫинчен шухӑшланӑ: ӑҫта пурӑнма лайӑхрах — палламан ҫын патӗнче-и е столяр патӗнче? Вӑл Санина хӑй ҫумне лартрӗ те темиҫе кунтан хӑй кайма хатӗрленекен Париж ҫинчен, нимӗҫсем ӑна йӑлӑхтарса ҫитерни ҫинчен, вӗсем ӑслӑ пуласшӑн тӑрӑшнӑ чухне ухмах, ухмахла калаҫнӑ чухне вара кӗтмен ҫӗртенех ӑслӑ пулни ҫинчен калама пуҫларӗ; унтан сасартӑк: халӗ кунта ларнӑ офицерпа эсир нумай пулмасть пӗр хӗрарӑмшӑн ҫапӑҫни тӗрӗс-и? — тесе ыйтрӗ. Ох, кӑмӑлламастӑп эпӗ ҫав таҫтан килсе тухнӑ ҫынсене! Пӑрахут та, кунӗн-ҫӗрӗн вӗҫӗ-хӗррисӗр океан ҫийӗпе чӗтресе те ахӑрса, шыва кӑпӑклантарса та аҫтаха пек сывласа, ҫӗрле купи-купипе вутлӑ хӗлхем сирпӗтсе пыраканскер, ӑна халӗ шуйттан майлах туйӑнать. — Мӗн тунӑ пулӑттӑмӑр эпир, господа, — сасартӑк калаҫма пуҫларӗ Лушин, — хӑнасем хушшинче хамӑр пулнӑ пулсан, ҫав фонтан патӗнчи телейлӗ ҫын ҫинчен пӗлнӗ пулсан? Тинӗс парӑр — унта та ҫухалса каймӑп. Ҫак Бяла Черквари Капуйӑра тӗрлӗрен вак-тӗвек сутӑҫсемпе ӑҫтиҫуксем, яка пырсем киле-киле чухӑна тухаҫҫӗ. Пур пек укҫисене тӑккаласа пӗтерсен вара пуян Силистра уесне таптараҫҫӗ, унта вӗсем хӑйсем валли укҫа та ӗҫ те тупаҫҫӗ, хӑшӗ-пӗри тата пуймашкӑн та хайла ҫитерет. Бяла Черкваран чи малтан килсе «мул шыраса» ӑнтарнисем ытти чухӑн кӳршӗсене те ҫак Силистра айлӑмӗнчи ҫӑтмаха килмешкӗн хӗтӗртсе янӑ. — Вӑл ҫурт хапхине эпир виҫӗм кунах паллӑ тунӑ. — Вӑл руле, лайӑх хӗрарӑм упӑшкине итленӗ пекех, итлет, сэр. — Сутатӑр-и эсир йыттӑра? Ман ҫинчен калаҫаҫҫӗ иккен. — Мӗн пулнӑ паян сире, Паганель? — Ҫирӗм пилӗк миль кӑна каймалла пулать вӗт, нивушлӗ сире ҫавӑ та хӑратать? Эпир тин кӑна пампассемпе мӗнпур Австрали урлӑ каҫрӑмӑр вӗт! Сӗтел хушшинче вӑл манпа юнашар ларчӗ, пире хирӗҫ — Шубин. Пӗҫерме пӗлместӗп-ҫке. — Эсӗ ӑна ларатӑн та кранклататӑн ҫех. Ыйтусем Любовь пуҫӗ ҫине кӗтмен ҫӗртен тӑкӑннӑ, вӑл именсе кайнӑ. Хӑш-пӗр чухне кит тытнӑ ҫӗрте вутпа перекен хӗҫпӑшалпа усӑ кураҫҫӗ. — «Пилигрим» ҫинче вӑрланӑ укҫа-и? — Вӑл та… урӑххи те, — сӗмсӗррӗн тавӑрчӗ Негоро. Патаксем литавр ҫапакан довбиш патӗнче пулнӑран литаврсем ҫывӑхӗнче нимӗн те тупайманнине кура, вӗсем аллисене пӗрер пулене илнӗ те вӗсемпе шанлаттарма тытӑннӑ. — Черчилӗн Англине эсир тӑрантарса пурнатӑр. Эй, ача, кантра пар!» «Кайма вӑхӑт», терӗ тутар хӗрарӑмӗ. — Вӑл Мускава кайнӑ пулӗ, — терӗ Елена, хӑй унпа интересленмен пек кӑтартасшӑн тӑрӑшса тата ҫав вӑхӑтрах интересленмен пек кӑтартасшӑн пулнинчен хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнсе. Вӗсем ҫапла шутланӑ: эпӗ, хамӑн ӑс-хакӑл паллисем пуррипе тата ҫак чӗрчунсен кӑлтӑкӗсене аван пӗлнипе, вӗсем мана эпӗ ехусене ҫак ҫӗршывӑн вӑрманлӑ пайне илӗртсе кайма, вара каҫхи вӑхӑтсенче ехусен ушкӑнӗсемпе гуигнгнмсем ҫине тапӑнма, вӗсен килӗсенчи чӗрчунсене туртса илме пултаратӑп тесе шутланӑ. Кунта хаклӑ ҫу паракан пальма йывӑҫҫи, пӗр вунӑ фут ҫӳллӗш хӳме пек ӳсекен ҫӗрмамӑк курӑкӗн тӗмӗсем. Вӗсен сӳслӗ тунинчен вӑрӑм, пурҫӑн ҫиплӗ, фернамбука мамӑкӗ пек мамӑк тӑваҫҫӗ. Кашни комета курӑнмассеренех летопиҫе ҫак комета мӗнле инкек кӳрессе пӗлтернине палӑртса хушса ҫыраҫҫӗ. Чӳрече витӗр Яков халӗ инкӗшӗпе юнашар Вера Попова ҫӳренине курчӗ; вӑл хӗрарӑм-манах пекех хуп-хура тум тӑхӑннӑ, Ольга ӑна каллех сассине хӑпартса каласа панӑ: — Ҫывӑрнӑ чух вилсе кайрӗ… Койка патне ҫитсен, вӑл йӗп-йӗпе тарласа кайса, койка ҫине кӑкрипе ӳкрӗ, ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртма та вӑй ҫитереймерӗ. — Апла пулсан, эпир сире ҫакӑнта, Эбнер юлташпа пӗрле, вырнаҫтаратпӑр. — Вӑл сӑмахӗсене асӑнмасӑр манӑн кун та иртмен. Пирӗн пӗртен-пӗр шанӑҫ ҫавсем ҫинче кӑна пулнӑ вӗт. Леш енче сӗм тӗттӗм, шиклентерекен шӑплӑх тӑрать. Бекки ларчӗ те каллех йӗме тапратрӗ: вӑл хӑйне хӑй айӑплӑ тесе шутларӗ. Мӗн курӗ-ши Марийка? Йӑлтах тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ. Пухӑва пӑсать! Кам Венецие апрель уйӑхӗнче курман, вӑл ҫак юмахри пек хулан акӑш-макӑш илемне ӑнланса илме пултараяс ҫук. Вӑл кунхине отрядӑн Колорадо ятлӑ шыв хӗрне ҫитсе чарӑнмаллаччӗ. Жухрай, иккӗ сиксе, вӗсем патне ҫитсе тӑчӗ. Окорока капитан тӑватпӑр! Его превосходительство манӑн пит-куҫӑм савӑнса ҫуталнине сисрӗ те, ҫакӑнтан тытӑнса ӑна пӑхӑнса тӑракан вырӑн пуҫланса кайни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫак хушӑрах вӑл ассӑн сывласа ячӗ те хӑйӗн ҫӗршывӗнчи ҫынсем ӑна хуҫалӑха япӑх тытнишӗн тата ытти ҫынсене япӑх пример кӑтартса панишӗн курайманни ҫинчен каларӗ. «Ҫаксем уйрӑласса пӗлтереҫҫӗ вӗт-ха», — шухӑшласа илчӗ те Андрей, хӑй мӗн тунине хӑй те сисмесӗр, ҫав илемсӗр сарӑ чечек ҫуттисене юриех ботинкипе таптаса сӳнтерме пуҫларӗ. Вӑрман ӑшнелле пӗр икҫӗр метр кӗрсен, Андрей тата тепӗр виле курчӗ. Панночка хӑранипе сак ҫине сиксе хӑпарчӗ, тет; кушакӗ — ун хыҫҫӑн; унтан панночка хӑй вырӑнӗ ҫине сиксе ӳкет: кушакӗ каллех ун хыҫҫӑн, сиксе ларчӗ, тет те, пуҫларӗ, тет, панночкӑна мӑйӗнчен пӑвма. Тавӑрма юратакан император кӑмӑлне юрас тесе, е унӑн юратнӑ ҫынни вӗчӗхнипе суд кама та пулин йывӑр айӑпласа приговор йышӑнсан, кашнинчех император государство совечӗ умӗнче сӑмах тухса калать. Ульяна Баймакова ҫынна йӑпатма та, лӑплантарма та пӗлнӗ, ҫавӑнпа вӑл:— Эпӗ, вӑт, пӗр япаларан кӑна — санран ҫие юласран, вилӗмрен хӑранӑ пекех, хӑратӑп… — тесен, Илья Артамонов кӑмӑлсӑр ӳсӗрсе илчӗ. «Шуҫӑм килнӗ чухнех вӑраннинчен ырри нимех те ҫук», тенӗ вӑл. Павел, кула-кула, ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмест, амӑшӗ халиччен Наташа ҫине пӑхнӑ пекех хӗре питӗнчен кӑмӑллӑн пӑхать. Пӗрре вӑл ӳкнӗ те ашшӗ тапак типӗтекен хӑма ҫине лектерсе пуҫне ыраттарнӑ. Анчах пурнӑҫа хӑҫан тытма пуҫлассине те ан ман… — Апла пулсан эсир хӑвӑрӑн хирургийӗр ҫинчен вулӑр, мана вара богослави ҫинчен вулама ирӗк парӑр. Шанатӑп: темиҫе ҫул иртет те — ҫӑлтӑрсен уҫлӑхне сывлӑш карапӗсем ҫӗршерӗн ҫурса ҫӳреме пуҫлаҫҫӗ. — Каҫаратӑр пуль мана, Любовь Яковлевна? — ҫемҫен ыйтнӑ Смолин. Король тусӗсем кӑшт кӑмӑлсӑрланчӗҫ пулин те, халӑх ушкӑнне ку савӑнтарчӗ кӑна. Мӗн пур пек укҫишӗн ӑна кӗмӗлпе хӗрӗх ҫичӗ доллар пачӗҫ. Ку вӑл Ривэрӑна панӑ инструкцинчен иртсе кайнӑ, анчах Хунта членӗсем унӑн йӑлисене пӗлнӗ. Ҫав пуян ҫӗршывсене типӗ ҫулпа кайма пит инҫе те йывӑр пулнӑ, ҫулӗ пӗрмаях хӗвелтухӑҫ еннелле кайнӑ. Иксӗмӗре питӗ савӑнӑҫлӑ пулать, уроксем ҫук халь… Хӗвелӗн калӑпӑшӗ Ҫӗр калӑпӑшӗнчен 1 300 пин хут пысӑк. Урӑхла каласан, Ҫӗр пысӑкӑш ҫавракасем Хӗвелрен пӗр миллион та виҫҫӗр пин касса кӑларма пулать. — Ыран кулаксене тустарма тапрататпӑр. Эсир килмен пулсан, пӗлместӗп, мӗн тӑваттӑмччӗ-ши эпӗ. Унӑн нимӗнпе те хупламан хура ҫӳҫе (тепӗр каласан, унӑн ҫӳҫӗ кирек епле ҫӗлӗкрен те ирттерет) тӗмӗсем хушшинче вӗлтлетсе ҫеҫ пырать. * * * — Эсир пире хӑвӑр мӗн курни ҫинчен калама тӑнӑччӗ, — тет защитник, Морис Джеральда пӑхса. Эпӗ ӗмӗр тӑршшӗпех, мӗншӗнне пӗлмесӗрех, чӑрмавпа пурӑннӑ, — лайӑх ҫыншӑн чӑрманма та юрать! Халӑх хускалкаласа илчӗ, анчах зал, часах шарламарӗ. — Каяр! — терӗ Петр, ӑна ҫанӑран туртса. Вӑл ҫӳлех мар хулӑн кӗлеткеллӗ улпут, хӑй питӗ тирпейсӗр тумланнӑ, сухалне хырман, нимпе те интересленменнине палӑртакан сӑн-пичӗ тӑмсайӑнни евӗрлӗрех. Манпа ҫамрӑк ҫын хушшинчи туслӑх ҫавӑн чухнех пӗтрӗ: вӑл пысӑккисем патне кайрӗ, эпӗ, ун хыҫҫӑн ҫӳреме хӑймасӑр, Валахинӑпа хӗрӗ мӗн калаҫнине пӗлесшӗн пулса, вӗсем ҫывӑхнерех пырса тӑтӑм. Турӑшсем те ӳкеретчӗ, ку вара мана килӗшместчӗ. Мӗн тунӑ эпӗ сире? Мӗнле юратӑр-ха капла калама?.. Вӑл укҫа патӗнчех, укҫана сыхлать. Улталантӑмӑр эпир, калама ҫук улталантӑмӑр… — терӗ тухтӑр. — Каҫарӑр, — Лихо еннелле ҫаврӑнса каларӑм эпӗ. Пӑванӑн ыратнипе пичӗ турткаланса илчӗ. Ӗнтӗ темиҫе хут та ҫамрӑк курӑкпа ҫӗнӗ хунавсене тӑсӑлтарса-ешертсе яракан шултра, сиплӗ ҫумӑр ҫума хӑтлана-хӑтлана пӑхрӗ. Эпӗ кашни ҫынра тенӗ пекех сӑмахпа ӗҫӗн килӗшӳсӗр хирӗҫӗвӗсем пуррине те куртӑм, — вӗсен кӑмӑлӗн хуҫкаланчӑк вӑййи мана пуринчен те ытла йывӑррӑн пусрӗ. Ҫӗнӗ Конституци проекчӗн уйрӑмлӑхӗ ҫакӑнта: вӑл граждансен формальнӑ прависене ҫырса хунипе кӑна чарӑнмасть, вӑл тӗп вырӑна ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли гарантисен ыйтуне, ҫав правасене пурнӑҫа кӗртмелли хатӗрсен ыйтуне лартать. — Хӑвар мана, тетӗп сана! Ман ҫине кам шутлама пултарнӑ-ха? Тӳррипе каласан, эпӗ хирӗҫ калама та пултарнӑ. Хӑналама питех те тарават халӑх ҫак итальянецсем! Вӗсем пӗр вӑхӑта шӑпланчӗҫ. Ҫурҫӗр енче сасартӑк кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ, унтан пиратсен пысӑках мар ушкӑнӗ вӑрмантан чупса тухрӗ те, пирӗн хӳме еннелле ыткӑнчӗ. Амӑшне каллех ӳкӗтлесе хӑварчӗ, сывпуллашнӑ чух ӑна куҫҫуль юхтарттарас мар терӗ. Том тата икӗ хутчен шӑхӑрчӗ, ӑна хирӗҫ каллех аялтан шӑхӑрса хуравларӗҫ. Кӗтесрен кӗтеселле, йывӑҫран йывӑҫ хыҫнелле чупкаласа Гусев позицие тишкерет: уҫӑмлӑ — арсенала тӳп-тӳррӗн тапӑнса, хапхаран ярса илсе хуптӗрлемелле. Акӑ халӗ хам туяннӑ чечеке Катьӑна парас тесеттӗм… Хаяр пек-им? Ку ответ мана пӑртак вырӑнсӑртарах пек туйӑнчӗ. — Кусем ӗнтӗ пирӗн хирсем пуҫланчӗҫ, — терӗ вӑл нумайччен чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн. Фома, пӑртак шухӑшласа илсен, ҫапла ыйтнӑ: — Эсӗ ху пӗлетӗн-и вара? Муратлийский арӑмӗ иккен, аллине вӑл кӑкӑр ачи тытнӑ, аслисем — тата виҫҫӗшӗ — ун хыҫҫӑн пыраҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗчӗк пуп тӑрса ряса ҫаннисене тирпейлӗн тавӑрса хучӗ те, ҫемҫен, мӑшкӑллӑ йӑвашлӑхпа, хӗрхеннӗ пекрех вӑрттӑн кулӑпа калаҫма тытӑнчӗ: — Эсир фарисейсем ҫинчен вульгарно шухӑшлатӑр пулас, анчах вӑл киревсӗр ҫеҫ мар, пӗтӗмпех йӑнӑш… — терӗ вӑл. Хӗрача хӑйӗнчен мӗн ыйтнине те манса кайрӗ, вӑтанса ӳкрӗ, Рада пулӑшасса кӗтнӗ пек ун еннелле пӑхса илчӗ. Халь тӑнлавӗсем тӑрӑх тар юхать. — Ҫапла, — терӗ тепӗр хут Катя, ку хутӗнче Аркадий ӑна ӑнланчӗ. — Эсӗ халь пысӑкланнӑ тетӗн пулсан, сана ӗҫе тӑма та вӑхӑт ҫитнӗ ӗнтӗ. Дик Сэнд тӳрех Геркулеса юханшывран пӗр витре шыв ӑсса килме хушрӗ. Шурочка хыттӑн кулса ячӗ. Ҫак ӑмӑртусенче тихасем хытӑ чупас, ҫӑмӑллӑн сикес тата ытти упражненисем тӗлӗшпе хӑйсем тунӑ ҫитӗнӗвӗсене кӑтартаҫҫӗ. Эпӗ чӗнмерӗм. Каяр, ун ҫинчен кайран. — Саня! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унтан чӑнтӑхса кайрӗ. Аннеҫӗмпе аттем хушшинче пысӑк калаҫу пулса иртнӗ: аннеҫӗм ӑна темшӗн ӳпкелешет, аттем вара, яланхи пекех, сиввӗн те кӑмӑллӑн чӗнмесӗр ларать — унтан часах тухса та кайрӗ. Мӗнле маттурскер! Егорушка тӳпе пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн мӗнле тӗксӗмленнине, ҫӗр ҫине сӗмлӗх епле аннине, ҫӑлтӑрсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫунма тытӑннине курчӗ. Эпӗ, вӑл хӗрелнине асӑрхасан, хӑранипе шӑнса кайрӑм. Ҫав йытӑ тирӗсенчен сӑран тӑвасси ҫинчен ман пуҫа пысӑк шухӑш пырса кӗрсен — эпӗ икӗ талӑк харӑсах ҫывӑраймарӑм, пуҫа ватсах шухӑшларӑм: манӑн ҫак шухӑш государствӑна укҫа енчен мӗнле усӑ парать, пуринчен ытла, мана мӗнле усӑ пулать? Кунта мана пилӗк ача та пур пек, вӗсем пурте ман ҫине пӑхаҫҫӗ пек туйӑнчӗ. Калаҫнӑ чухне тавлашса та илнӗ. Кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехет ҫитерехпе отряд пӗр сарлака тӳремлӗх урлӑ каҫрӗ, мӗнпур тӳремлӗх ҫийӗпе пӗр пӗчӗкҫӗ тӗм те курӑнмасть. Хӗрлӗрех ҫӑм пуснӑ пӗчӗк аллинчи пӳрнисем шалалла хутланнӑ, чӗрнисене хӗрлӗпе пӗветнӗ. Пӗр саманта чарӑнса тӑнӑ Джемма ҫак сӑмахсене илтсен тата та хӑвӑртрах утма пуҫларӗ… Пӑтта ҫисе янӑ хыҫҫӑн вӑл сухалне тутӑрпа шӑлчӗ те ӳсӗрсе илчӗ. Ҫамрӑк ача лашине чарчӗ те хӑйсен ҫулӗнчен кӑшт аяккарахра уҫҫӑнах палӑрса ларакан пӗр темле япалана кӑтартрӗ. — Мӗн эсӗ, Веля? — тӗлӗнсе ыйтрӗ суккӑр. — Мӗн тӑвать? Кухньӑра тумланнӑ Алексеевна:— Кил-ҫурта кама шанса хӑварас? — Ах, савнӑ Элен, эсир ӑна чӑнах ӳкӗте кӳртме пултаратӑр-и? Пирӗн йӑхӑн нумай ҫынӗсене вӑл вӗлерсе пӗтернӗ. Ҫапла, питӗ сарӑлнӑ. «Ним те калама кирлӗ мар», — шухӑшларӗ Яков, крыльца ҫине тухса. Унтан хура хӗрарӑмпа шурӑ хӗрарӑм мӗлкисем чулсем ҫинчи тусана шӑлса тасатни ҫине пӑхма тытӑнчӗ; чулсем ҫутӑлсах пычӗҫ. Сӑртран, ҫул тӑрӑх, епресе кайнӑ тӑм ҫийӗн, кӗмӗл пек йӑлтӑртатакан нумай шыв юххисем хушшипе, шӑва-шӑва кайса, сулӑнкаласа, вӑрӑм та типшӗм ҫара ураллӑ, пӗр кӗпепе йӗм кӑна тӑхӑннӑ, кӑтра сухаллӑ, хӗрлӗрех тӗслӗ ҫӗлӗк пек ҫӳҫлӗ мужик сарлакан утса анчӗ. Эпир — хӑватлӑ. — Чулӗсем ӑҫта? Ӗнер партие илнӗ ӑна. Ҫак вӑхӑтра майор, аллине Гленарван хулпуҫҫи ҫине хурса, лӑпкӑ кӑна сассипе:— Хӳшӗ, — терӗ. Гленарван ҫул ҫине тухса кайма калама ҫук тӑрӑшса хатӗрленет. Вӑл мӗнле пулсан та палӑртнӑ вӑхӑтра тухса каясшӑн. Шурӑ та ачаш ӳтлӗ ӗнси ҫинче унӑн пӗчӗкҫӗ сарӑ ҫивӗт пур — телей палли, теҫҫӗ ӑна нянюшкӑсем. Гео-р-гий! — ҫак сӑмахри сасӑсене тӑнласа итленӗн, васкамасӑр тӑстарчӗ вӑл, — Питӗ те мӑнаҫлӑ. Октябрӗн 14-мӗшӗнче ҫул ҫине тухма шутларӗҫ. «Кала-ха эппин, ҫав лашана сана парсан, мӗн тӑваттӑнччӗ эсӗ?» — тесе илӗртрӗ вӑл ачана. Вӑл юриех ытлашши кукӑртнӑ аллипе карттусне хывса сывлӑшра сулса илчӗ те, амӑшӗ ним ӑнланаймасӑрах тӑрса юлчӗ. — Мӗнле-ха эсӗ, шӑтӑк пуҫ, хӑвна Варламовпа танлаштаратӑн? — ун ҫине сиввӗн пӑхса, ҫиллессӗн ыйтрӗ Кузьмичов. Ҫавӑнпа вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫӗ пӗр самантлӑха та татӑлманнишӗн хӗпӗртесе пынӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнпе калаҫнӑшӑн савӑнса:— Вӑл кунти ача, Корчагина кухаркӑн кӗҫӗн ывӑлӗ, — тесе пӗлтерчӗ. Халӗ эпир кӑнтӑрта, ӑшӑ вырӑнсенче, килтен питӗ аякра. Ҫурӑлчӗҫ ҫав! Огнянов тӗлӗнсе пӑхкаларӗ ӑна. Ку вӑл айӑпламалли паллӑ! Ватӑ джентельменӑн куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ — савӑннипе пулӗ тетӗп — унтан кулли сӳнчӗ те, вӑл лӑпкӑн ҫапла каларӗ: — Тӗм хыҫӗнчен пытанса пени мана килӗшмест. — Мӗн эсӗ, ӑсран тайӑлтӑн-и? Пирӗн ӑшчикре те… Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх, Аня, — хушса хучӗ вӑл ҫемҫен. Никам нимӗне пӗлмесӗр пӗрне-пӗри хӗҫпе касать, ҫӳҫрен е карланкӑран ҫавӑра-ҫавӑра тытать, хӗрарӑмсен сехрисем хӑпнӑ, вӗсем сысна ҫурисем пек ҫухӑра-ҫухӑра ҫапӑҫакансем енчен сирпӗнеҫҫӗ. Каҫару ыйтатӑп. Ҫӳхе ҫӑкӑр чӗлли тата хулӑм аш касӑхӗ касса илсе ҫиекенӗ вӗсене пӗрле тирпейлесе тытать, икӗ аллипе те ҫӑвар патнелле илсе пырать, — тути унӑн чӗтрет, вӑл ӑна йытӑ чӗлхипе ҫуланӑ пек вӑрӑм чӗлхипе ҫулать, вӗтӗ те ҫивчӗ шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ, — вара сӑн-питне аш патнелле йыта манерлӗ тайӑлтарать. (Старикӗн сарӑ та пӗркеленнӗ куҫӗсем шывланса йӑлтӑртатма тытӑнчӗҫ.) — Юратупала типӗтӗп ӑна… — сывлӑша ҫирӗп те вӑйлӑ сасӑсем пӑрахса, шанчӑклӑн, хаяррӑн сӑмахланӑ Саша… Тепре куриччен, господа! Эпӗ пит хӑранӑччӗ. — Чарӑн, йӗрӗнчӗк! Ун ҫинчен калатӑр эппин эсир? Лешсен вара хӑрушӑ ӗҫ пырать. — Чӑнах та ҫапла, — ҫирӗплетрӗ уп шухӑшне Халл капитан. — Пӗр ачаран илтӗм… Киревсӗр ҫын паттӑр тата ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулса тӑчӗ. Серафима пике патӗнче ҫапла кӑшт ӑшне пусарсан, Ровоама хаджи хӑй патне таврӑнчӗ, каҫхи кӗлле пӗтерсе выртрӗ, кӑмӑлӗ тинех канӑҫрӗ ӗнтӗ. Суд ытлах тӗрӗс мар… Эпӗ ҫиленсе карӑм та, хӗрсе кайнипе, бубен ҫапнӑ пекех:— Сулахай хӗрринчи мӑшӑр айне тӑхӑр пус! — тесе персе ятӑм. — Нумайӑшӗ тата тарӑхса ҫитнӗ, — терӗ малалла манах питӗ шӑппӑн. — Турӑ пулӑшсан, леш тӗнчере тӗл пулӑпӑр; анчах ку тӗнчере эпир тек пӗрле ҫӳрес ҫук. Ҫакна ҫеҫ каласшӑн эпӗ сана, Том Сойер: енчен эпир, Джима пусма туса парас тесе, хамӑрӑн ҫивиттисене ҫурса пӗтерсен, Салли аппа пире пӗҫерккӗ парать. Хӗвел ҫӗкленсе тухать те хӑмӑшсем хушшинчен курӑнакан Терек ҫинче йӑлтӑртатать, тусем вара… Вӑл кулса ячӗ те калать: «Кунта, мучи, пирӗнтен кашниех хӑйшӗн ответ тытать». Джонни ун вырӑнне эрнере икӗ доллар ӗҫлесе илекен пулнӑ, унпа вара ҫемйи выҫӑ ларман пулин те тӑраниччен ҫиеймен. — Ытла пысӑк вӑл… — ассӑн сывласа каланӑ Фома. Пӗтерчӗҫ ӑна акӑлчан чӗлхисем, мур илесшӗсем! — «Рихтгофен» — темлескер мар. Алексей куҫне уҫрӗ те хӑй курнине ӗненесшӗн пулмарӗ, умра тӑракан тусне вӑл тӗлӗкре куратӑп пулӗ, терӗ. Ун умӗнче сарлака та тикӗс мар пит шӑммиллӗ, саваласа якатман пек курӑнаканскер, ҫамки ҫинче хӗрлӗ ҫӗвӗклӗ, — кӑнттам та анчах ӑшӑ кӑмӑллӑн курӑнакан сӑнлӑ тусӗ тӑрать. Часах сирӗн ӗҫ калама ҫук нумай пулӗ, тен, ӗлкӗреймӗр те. Вӑл ӗҫе малтанах хӑнӑхас пулать сирӗн. Конституци проекчӗн пӗрремӗш статйи советлӑ обществӑн тӗрлӗ сийӗсен прависем ҫинчен мар, ҫав обществӑн класлӑ составӗ ҫинчен калать, Советлӑ обществӑн тӗрлӗ сийӗсен прависем ҫинчен, ҫав хушӑра ӗҫлӗ интеллигенцин прависем ҫинчен те пуринчен ытла Конституци проекчӗн вуннӑмӗшпе вунпӗрӗмӗш сыпӑкӗсенче каланӑ. Вӑл ҫитсенех питӗрӗнсе илчӗ, анчах унӑн пӳлӗмӗнче ҫурҫӗр иртсен те чылайччен хӑйӑ ҫути пулчӗ. Ҫыран хӗрринче, хӳмепе тӗлме тӗлех, темиҫе ҫын пуртӑсемпе темӗнле япалана тураҫҫӗ. Каярахпа эпӗ вӗсем ун чухне пирӗн телейсӗр кимме ҫӗмӗрни ҫинчен пӗлтӗм. Паллах ӗнтӗ, кун пек пӑрӑнни ним чухлӗ те палӑрман пек туйӑнӗ. Ҫулҫӳрев мӗнле иртрӗ? Вӗсене эпӗ хамӑн ангорски ӑратлӑ кроликсен ҫемҫе ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ, ҫав тери ӑшӑскерсем пулчӗҫ вӗсем. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл тӑрса, хӳшӗ тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳреме пуҫланӑ. — Каҫарӑр мана, тен, аса илме сире йывӑр пуль? Хӗвеланӑҫӗнчи ӑшӑ ҫил «чинук» Лӑпкӑ океан енчен вӗрнӗ те тӳрем вырӑнсенче каллех юр ирӗлнӗ. Мана ашшӗ те час-часах ачашлать. Стой! — Анчах та уншӑн, Гришӑшӑн, пулсан? Тӗттӗмленнӗ хыҫҫӑн Джемма ҫыхакан япалине чӗркерӗ те корзинкӑна хучӗ. — Аптрамасть хуҫалӑхӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен, пӳрнисемпе жакет хӗррине турткаласа. Телее пула вӑл ачасене тивмерӗ. Часах Лопуховсен Андрей ҫуралнӑ. Вӑхӑт марччӗ ӗнтӗ унпала ҫак самантра манӑн сочинени пирки калаҫма! Пӑлан тулхӑрчӗ те, лаптак чулсем ҫинче чӗрнисемпе хытӑ шапӑлтаттарса чупса кайрӗ. Вӑл фашистсене ҫапма тытӑнчӗ. Эпӗ вӑл хӑҫан пырса тӑнине курмарӑм, тата ӑна тӳрех палласа та илеймерӗм; эпир темиҫе ҫул хушши пӗр хуларах пурӑннӑ пулсан та, сайра хутра ҫеҫ, ӑнсӑртран та наччаслӑха ҫеҫ хирӗҫ пулкалаттӑмӑр. Гусев ӑна тымарӗнчен тапрӗ те, — ах, пакӑҫ, кактус хуҫӑлса ӳкрӗ, йӗпписем хӑйӑртан тӑрӑнчӗҫ. Гуигнгнмсем мӗн ӗҫлесе пурӑнни. Халь ӗнтӗ шыв хӗррине пыма хӑрамалла мар. Вӑл манӑн вӑрланӑ япала мар, юнпа ӗҫлесе илнӗскер. Нимӗн те чӗнмесӗр, вӑл каялла тухрӗ, тепӗр самантран сӑмавар йӑтса таврӑнчӗ. Пӑван вӗсем ҫине кӑмӑллӑн пӑхса кулчӗ. Карабин тытакан алӑсем чӗтресе кайрӗҫ. Ромашов кӗсменсем патне ларчӗ, Назанский шинелӗпе пӗркенчӗ те хӳре вӗҫне тайӑлсарах тӗршӗнчӗ. Эпир ҫухалнине асӑрхама пултараҫҫӗ. Разведчик пӗр лаша йӗрне ҫеҫ палласа илнӗ, ҫитменнине тата йӗрӗ ҫав тери начар палӑрнӑ, тӗллӗн-тӗллӗн вара хӑйсӗр пуҫне ӑна никам та курман. Анчах акӑ эсир ҫурҫӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрӑр та сирӗн умра сасартӑк пӗччен ларакан конус майлӑ ту ӳссе тӑрать. Вӑл темиҫе ҫӗр фут таран ҫӳлелле кармашса тӑрать. Ун хыҫӗнче тӗтреллӗн курӑнакан Гвадалунски тусен хуҫкаланчӑк линийӗ палӑрса тӑрать. Ҫавӑн йышши этеме тӗл пулсан, ӑна итлемесӗр тӑма та пултараймӑн. Пурӑнӑҫ тӗлӗнмелле ӳссе сарӑлса пыратчӗ, ҫӗр илӗртӳллӗрех, ҫынсем хуласем тӗлӗшӗнчен пуянтарах, тата тем тӗслӗ майлӑ та пулса пыратчӗ. Шел йӗкӗте. Ҫӗленсене пула вӑл упӑшкине йӑлт аптратса ҫитерчӗ, лешӗ вара: «Ҫӳлти туррӑн ҫав ҫӗлен таврашне пачах тумалла пулман», — терӗ. Ҫапах та утас пулать. — Пӑхмашкӑн мӗнлескерччӗ вӑл? Эсир хирӗҫ мар-и? — Пӗр улпут арӑмӗ кӗпе пачӗ, тепри пӗр тенкӗ тыттарчӗ. Эпир лава витӗр пыракан ҫулран пӑрӑнса кайни куҫа курӑнсах тӑрать, ку ҫул пире Снеффельс вулканӗн шалти вучахӗ патне илсе ҫитерме пултарайманни те паллах пулчӗ. Ҫав урлӑ кашта мӗн тума кирлине Ерофей Кузьмич ҫийӗнчех ӑнланса илеймерӗ, ҫапах та сасартӑк унӑн ӑшӗ вӑркама пуҫларӗ. Пӗтӗмпех ҫӗнтерӳччӗ ҫав, тем пек ҫиес килни те пулин ҫӗнтерӳччӗ, эпӗ тата машинӑран бутерброд илмешкӗн те ҫӗкленейми пултӑм, вӗсене мана хам тухса кайнӑ чух Анна Степановна ҫул ҫинче ҫиме тесе чикнӗччӗ… Володя ку ҫу тӑршшипех тунсӑхларӗ курӑнать; вӑл тунсӑхласси пиртен йӗрӗннинчен килчӗ, хӑй йӗрӗннине вӑл, ҫакӑн ҫинчен эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ, пытарма та тӑрӑшмарӗ. — Тем те пулӗ унта! Салтак булкӑсем пӗҫеретчӗ, ылтӑн ҫӗвӗҫӗсемпе ҫӳретчӗ, пирӗн пата та час-часах кӗркелетчӗ; анчах хӗрсене ҫӗнтерни ҫинчен калаҫмастчӗ, шав мӑйӑхне пӗтӗретчӗ те тутлӑн ҫуланкалатчӗ ҫеҫ. «Сана сылтӑм аллу хӗтӗртсе улталать пулсан, касса пӑрах ӑна…» Ҫырӑ ҫӳҫне хулӑм ҫивӗт туса чӑмӑртанӑ. Лавкка сӗтеле хӗррине таянса тата хуҫапа темӗн ҫинчен калаҫса, вӑл уҫнӑ алӑк витӗр, сӗтел хушшинче ларакан виҫӗ ҫын ҫине, вӑхӑтран вӑхӑта куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ. Профессор пулла тинкеререх пӑхрӗ те манпа килӗшмерӗ. Анчах лешӗ мӗнрен калама пуҫлассине пӗлмесӗр аптӑраса тӑрать: йывӑр ӑна калама. Эпир ӑна рая мар, партине илетпӗр, — халлӗхе старике ыррӑн тӳрлетсе каларӗ Нагульнов. — Пӑрӑннӑ ҫӗре кӑна ҫитесчӗ, унтан вара аташмӑпӑр: вырӑна ҫитичченех вӑрманпа каймалла, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Тӗттӗм, тискер, хӑрушӑ та тыткӑнласа лартакан сас-хура ҫӳренӗ Иерусалимра Астис майра-патша пирки. — Унзер? Тӗрлӗ тӗслӗ сасӑсем хушшинче вӑл инҫетрен хаваслӑн кӑшкӑрнине илтрӗ: — Сывӑ… — Ман шутпа, конференци постановленийӗсем пирӗншӗн обязательно пулма тивӗҫ. — Эп сире ӗҫ мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа паратӑп, — тесе тавӑрчӗ Грушницкий, — анчах, тархасшӑн, ан сутӑр мана; акӑ вӑл мӗнле пулнӑ: ӗнер пӗр ҫын, — унӑн ятне каламастӑп эпӗ сире, — ман пата пырать те вунӑ сехетре каҫпа Лиговскаясен пӳрчӗ патне такам вӑрттӑн шӑвӑнса пыни ҫинчен каласа парать. — Ирӗк ан парччӗ ӗнтӗ ӑна пире тӗппипех чухӑнлантарма, пире тӑрантараканӑм. Полковник хӑй машинине ҫӗрпӳрт умнех илсе пырса, тӑрук чарса тӑратрӗ. Мересьев ҫӗре анма ӗлкӗрчӗ кӑна — вездеход мӗкӗрсе, хӑрӑк туратсене шатӑртаттарса, хурӑнсемпе ҫамрӑк юмансем хушшинче пӑркаланса, вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ. — Йӑт, — терӗ Натали, ӑна хулхушшинчен тытса, платьине варалас мар тесе алӑ вӗҫҫӗн ҫеҫ ҫӗклесе тӑрса. — Пирӗн пирки шантаракансемпе мӗнле? Питӳ санӑн шуранка та кӗре. Кӑнтӑрла тӗлне лекӗр ҫитнӗ. Эпӗ пурӑнӑҫри ирсӗрлӗхсем ҫинчен, ҫынсем тертленсе пурӑнни ҫинчен, ӑш вӑркани ҫинчен — хама мӗн тарӑхтарать, пурне те каласан, кукамай мана хирӗҫ ҫав сӑмахсене ҫеҫ калама пултаратчӗ. — Пыратпӑр… Произведени ятне астӑваймастӑп. Арӑмӗ хӗрачине тирпейсӗр, майсӑр вырттарнине пӑхса, Петр ӑна:— Манӑн — пысӑк ӗҫ! — терӗ. Салтаксем ӑна ун паллисем ҫинчен ҫырнӑ хута кӑтартнӑ, вара вӑл Пӑван тесе ят панӑ «шуйттан» ҫинчен темӗн те пӗр суйса кӑтартнӑ. — Эсир ӑна библиотекӑпа усӑ курма малашне те ирӗк парсан питех те пысӑк тав тӑваттӑм сире. Ҫула пӗр самантрах шӑлса лартнӑ; таврана сарӑрах пӑтранчӑк тӗттӗм карса илнӗ. Тӗттӗмре шурӑ юр вӗҫни ҫеҫ курӑнса тӑнӑ; пӗлӗтпе ҫӗре пӗр-пӗринчен уйӑрса илме май ҫук пулса тӑнӑ. — Ку ӗнтӗ начарах та мар! — тесе хучӗ Элен. Ултҫӗр аллӑлӑх кӗмӗл укҫана хамӑр ҫире йӑтса ҫӳреҫси чылаях йывӑр пулать вӑл. Ан тив тӑна кӗтӗр Макарка! Вӑл уҫланкӑра мӗлкесем ӳкнӗ тӗлелле пынӑ та, леш икӗ юланучӗ пекех, куҫран ҫухалнӑ. — Пехота ҫине! Лагерьти хыпарҫӑна кӗҫӗр сунарҫӑсем патне койот ҫинчен хывнӑ таса юрра юрламалли ҫинчен пӗлтерме ярӑр. Уҫланкӑна ҫурри таран ҫеҫ уйӑх ҫути ӳкнӗ. Урам тӑрӑх цирк пырать, унӑн тӗрлӗ тӗслӗ тумтир тӑхӑннӑ клоунӗсемпе арлекинсем ашаксем ҫине утланнӑ. «Ҫапла, — тути хӗррисене чалӑштаркаласа та тайкаланкаласа шухӑшланӑ вӑл кӑмӑллӑн, — мана каласа ӗнентерме ҫӑмӑл мар, мана улталаймӑн». Катенька пӗртте именмесӗр хӑйӗн шап-шурӑ аллине тӑсса пачӗ те мана университета вӗренме кӗнӗ ятпа саламларӗ. Ҫӗнӗ Зеландире пурӑнакан Англи ҫыннисем унӑн ятне пурте аван пӗлеҫҫӗ, ахальтен мар Англи правительстви ӑна вӗлерсе, е чӗрӗлле тытса паракана пысӑк награда пама пулнӑ. Ҫак тавлашусене Анюта хутшӑнмарӗ. — Тата епле вӗренмелле-ха, пӗлместӗп, — терӗ Николай, атпӑрине хунӑ хыҫҫӑн сӑмалаланӑ ҫиппине икӗ аллипе тӑсса тытса. — Унӑн ашшӗ, сана хирӗҫ лараканни. «Ҫук, аттеҫӗм, манмастпӑр». Кӳршӗсен пӗтӗм килкартишӗ курӑнать — авалхи колоннӑллӑ пӳрт умӗнче пӗр пӗчӗкҫӗ хӗрача финсен ҫунашкипе ярӑнать, шыв труби ҫинче ула курак ларать. — Полк командирӗ, полковник Иванов! — мӑкӑртатса илчӗ хуҫа. Нихӑшӗ те ман ҫине ҫаврӑнса пӑхмарӗҫ, малта веслапа ишсе пыраканни ҫеҫ ҫапла каларӗ: — Ку эсӗ-и, Джим? Тӑшман самолёчӗ куҫ умӗнчех пысӑкланать. Ҫук… Европӑн мӗнле те пулин карапӗ килсе чарӑнасса вӑл тахҫанах кӗтнӗ, ӑна вӑл кӗтсе илнӗ, мӗнле тавӑрмаллине шухӑшласа кӑларнӑ, вара ӑна меслетсӗр сивӗ кӑмӑлпа вӗҫленӗ. Каҫхи хӑнасене чӗрӗллех ярса тытӑпӑр, нимех те мар! Кайӑттӑм ҫынсем патне те калӑттӑм: тӑвансем, пулӑшӑр! «Ман туррӑм — ҫутӑ та хаваслӑ!» Ҫав тӗттӗмлӗх ӑна чӗнет, илӗртет, ӑшра тӗлӗрсе тӑракан ыйтусене вӑратать, ҫав малтанхи илӗртӳсем, унӑн пичӗ шуралса кайнипе, чунӗнче — халлӗхе тӗтреллӗрех пулин те, — пысӑк асаплӑхпа палӑрчӗҫ. Вунӑ михӗ пултӑр хуть ҫакӑн пекки, пурне те ҫӗклетӗп». Вӑл юнашар ҫын пурри ҫинчен манса кайса, хӑй тӗллӗн калаҫса ларнӑ пек калаҫрӗ, анчах унӑн калавӗ интереслӗ, илемлӗ пулчӗ. — Унӑн пӗчӗк мӑйӑхӗ ҫав тери хитре, — терӗ Зинаида. — Анчах эсир ҫакна ӑнланаймӑр. — Эсир пит те ырӑ кӑмӑллӑ, сэр. Эпӗ сире ҫав тери тав тӑватӑп. Макар Нагульнов сӑмса ҫуначӗсене сарса сывлать, ҫӳхе тутисене ҫӑт тытнӑ, стройри пек, хулпуҫҫисене сарса, салтак уттипе утса пырать. Тӗттӗм те ҫӗрӗк мунча евӗрлӗ ҫуртӑн крыльци ҫинче гитара тытнӑ пӗр маттур ҫамрӑк ларать, вӑл мухтанчӑкла паллӑ романса юрлать: Э — эп ҫеҫенхире каятӑп-ҫке Кунти илемлӗ вырӑнтан… Ҫапӑҫу пуҫланчӗ. Ку пӗртте килӗшӳллӗ мар. Епле хӑйне хӑй интеллигентла тыткалать. — Ҫапла ҫав, — терӗ пичче, — нивушлӗ ӑна ҫак чул чарса хӑварнӑ? Вӑл шӑпах леш ҫӗвӗҫ патӗнче, картишне кӗрсе кайнӑ ҫын тем тупаймасӑр ҫӳренине ним интересленмесӗр форточкӑран пӑхса илнӗ ҫӗвӗҫ ҫуртӗнче, пушӑпа пӗрех пысӑк пӳлӗмре хваттерте тӑрать. Пӳлӗм стенисем тӗксӗм симӗс, виҫӗ тӑваткал чӳрече, пӳлӗмӗн пӗр кӗтессинче пӗчӗкҫӗ кровать ларать, тепӗр кӗтессинче — сӑран сӑрнӑ диван, мачча ҫумнех пысӑк читлӗх ҫакса янӑ; ҫак читлӗхре тахҫан шӑпчӑк пулнӑ пулас. Анчах Гускӑна та ырӑ япала кӗтмест иккен! Эпӗ ӑна тӳсме ҫук кураймастӑмччӗ! Иккӗшӗн те тумтирӗсем юнланса пӗтнӗ, иккӗшӗ те хытӑ аманнӑ. Каласа патӑм вара ӑна эпӗ — Татаринов капитанӑн тӑпри, терӗм, вӑл хӑйне пытармалли вырӑнта ҫавӑнтан та лайӑххине вӑл ӗмӗтленесшӗн те марччӗ пулӗ, терӗм. Ан манӑр, сеньор, хӑвӑр кампа калаҫнине. Тата ҫав аран палӑракан йӗре те ҫухатас-им ӗнтӗ, тен шӑпах ҫав йӗр Катя асапланса та тертленсе пурӑнакан ҫӗре ертсе пырать-тӗр. Шӑп та шай ҫак хусканура иккен карапӑн пӗртен-пӗр ҫӑлӑнас шанчӑкӗ. Вӗсем хӑйсен Мексикине аван пӗлсе тӑнӑ. Вӗсем питӗ киревсӗр ӗҫсе ҫиеҫҫӗ, сӗтел патнелле пӗкӗрӗлнӗ куҫсем ҫине пӑхма та темле йӗрӗнмелле, — ҫакӑ валашкаран ҫиекен сыснасене аса илтернӗ. Эпир пӗрле ӗҫленӗ пулӑттӑмӑр, пӗрле вулӑттӑмӑр… Юргин кӗсьерен чылай якалкаласа кайнӑ пӗр пӗчӗк хаҫат (ҫарта тухса тӑракан хаҫат) туртса кӑларчӗ те ӑна чӗркуҫҫи ҫинче уҫкалама тапратрӗ. Хӑй вӑл чипер те яштакскер, хурарах кӑна, хура ҫӳҫлӗ: сӑнран пӑхсан ӑна пӗр 25 ҫулта теме пулать, хӑй вӑл 21 ҫула ҫитнӗ-ҫитмен пулин те. Эпӗ пуҫа ҫӗклесе пӑхрӑм: кӑвайт патӗнче, ӳпӗнтерсе лартнӑ катка ҫинче, арман хуҫи арӑмӗ манӑн сунарҫӑпа калаҫса ларать. Яхно арӑмӗ хурарах ҫӑра ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, пысӑк куҫӗсем тӳрӗ тата ҫав тери хытӑ тӗллесе пӑхаҫҫӗ. Озеров тӳсеймесӗр часрах хӑй куҫӗсене аяккалла илчӗ… Сунарҫӑсем-и? — терӗ вӑл, мана ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен пӑхса тухса. Упӑшки уйӑрса янӑ Лушка Нагульнова, савӑнӑҫлӑ та путсӗр хӗрарӑм, ака вӑхӑтӗнчех хирте ӗҫлеме тытӑнчӗ. Тихонран нумай ыйтса пӗлес килчӗ, анчах Артамонов чӗнмерӗ: пурпӗр Тихон каланисене нимӗн те ӑнланаймастӑн. Ҫитменнине тата ыйтӑвӗсем те темле сиккелерӗҫ, пӑтрашрӗҫ, хӑшӗ кирлӗрех, паллӑрах пулнине ӑнланма памарӗҫ. — Эшелон вара? Анчах мана аса илнисем асаплантармаҫҫӗ. Вӑл алӑк ҫӑрине пуртӑ тӑршшипе ҫапса ҫӗмӗрчӗ те сарайӗнчен мотоцикл илсе тухрӗ. Анчах вӑл хӑйне: пӗтӗм ӗҫ ыран яланлӑхах пӗтет, ҫак аскӑн хӗрарӑмпа ӗмӗрлӗхех уйрӑлатӑп та, ку ухмахла ӗҫе пӗтӗмпех манатӑп, тесе лӑплантарчӗ. Унтан вара кунӗпех унпа пӗр сӑмах та калаҫмарӑм. Крэнкбилӗн ҫапларах калама та сӑлтав ҫук мар: — Господа судьясем, Лубэ президент турӑ пиллесе лартнӑ ҫын мар, ҫавӑнпа та, сирӗн пуҫӑрсем ҫинче ҫакӑнса тӑракан Христос, вселенски соборсемпе папӑсем урлӑ, сирӗн влаҫӑра пӑрахӑҫлать. Хӑйӗн планӗ мӗнлине вӑл мана каласа пачӗ, эпӗ вара тӳрех ӑнлантӑм: ку манӑн планран вун пилӗк хут та лайӑхрах. Джима эпир пурпӗрех ҫӑлатпӑр, анчах ку ӗҫе Том шухӑшланӑ пек тусан, вӑл пит те шеп пулмалла, — пире пӑшалпа пеме те пултараҫҫӗ. Нумайӑшӗ, вӑхӑтлӑха тесе, хӑйсем валли ураписем ҫинчен илнӗ пирпе чатӑр кара-кара лартрӗҫ. — Темле ача. Анчах вырсарникунсенче ӑна пӗр чӑрмавсӑрах кӑларса яраҫҫӗ. Карчӑк хӑйӗн тантӑшӗсем патне, хӑй пек ватӑлса ҫитнӗ карчӑк-кӗрчӗксем патне кайса ларать те йӗме пуҫлать, вӗсем умӗнче хуйхи-суйхисене каласа парать: — Ох, аннеҫӗмсем, чунӑмсем! — Эх эсӗ те ҫав, Диккенса вуламан, — терӗ вӑл. Часах хӑсса ячӗ. — Тӗлӗнмеллерех ҫын санӑн мучу, — терӗ Базаров Аркадие, унӑн вырӑнӗ ҫумӗнче кӗске чӗлӗмне ӗмсе ларнӑ чухне. «Асӑрхарӗ вӑл мана! — ӳркевлӗн те вӑйсӑррӑн шухӑшларӗ амӑшӗ. Сулӑнкалама пӑрахса, ҫӗнӗ позицире ҫирӗпленсе ҫитсен, вӑл пӗшкӗнчӗ те, ҫӑварне шыв кӗресрен сыхланса, сылтӑм аллипе тымарсем хушшинче пӑтратма пуҫларӗ. Вӑл ӑна пӑшалӗпе ҫапса ӳкересшӗнччӗ, анчах лешӗ вӗҫсе пӑрӑнма ӗлкӗрчӗ. Вӑл хӑйне кун каҫичченех ҫапла тытрӗ: ҫимерӗ, ӗҫмерӗ, урамалла тухакан пысӑк мар чӳречерен куҫне пӗр минутлӑха та илмерӗ. — Ку ман кӑмӑла каять, — терӗ Том. — Ку вӑл калама ҫук усал япала пулнӑ пулӑччӗ. — «Эй, юратнӑ ҫыннӑм! — тесе кӑшкӑрчӗ часовой, ӑна аллипе сулкаласа: — кӑшт тӑхта-ха, мӗн эсӗ кӑлтӑрмачӑ пек ҫаврӑнкалатӑн?» — терӗ. — Ун пек ультиматумсемшӗн сире ӗнсерен памаллаччӗ те-ха, — терӗ Квакин, Гейка патне пырса. Хулара «пур кнопкӑсене те пусрӗҫ». Ку строительствӑра часах палӑрчӗ. Чылай вӑхӑт иртрӗ ҫапла; хулара таҫта аякра, сехет ҫапса ячӗ: шанн! шанн! Вӗт, калӑр-ха эсир, картуса шыраса тупрӑм, халӗ тата енчӗк таҫта кайса кӗчӗ. Шыв ман пиҫиххи патне те кӑшт ҫеҫ ҫитет. Пусӑрӑннӑ хӑйӑр ҫинче хум паллисем юлнӑ, эпӗ «Испаньолӑна» аякӗ ҫине чалӑшса парусӗсене шывра чӳхекенскере хӑварса, ҫыран хӗрринелле ҫирӗппӗнех утрӑм. Ку вӑл питӗ шуранка питлӗ те хӑрӑм пек хура сухаллӑ ҫамрӑках мар илемлӗ арҫын, ҫурт хуҫи Мойсей Мойсеич пулчӗ. Егорова, чӑннипе калам сана, ниме юрӑхсӑр организатор. Ыран манӑн ҫак хам ҫуралнӑ ҫуртран, атте вилсе выртнӑ ҫуртран тухса каймалла, вӑл манӑн атте вилнӗшӗн, хам кӗлмӗҫе юлнӑшӑн айӑплӑ ҫын аллине юлмалла» — терӗ те вӑл хӑйне хӑй, куҫӗсем унӑн хӑй амӑшӗн сӑн-ӳкерчӗкӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ. — Ҫакӑнта, — терӗ те Лось Финн заливне кӑтартрӗ. Дик Сэнд хӑйсем кӗнӗ тӗлтен сывлӑш кӗнипе-кӗменнине тӗрӗслерӗ. Ун кӑмӑлӗ тулмаллипех тулчӗ; вӑл савӑнса кӑна ҫӳрерӗ, каҫхи апата лайӑх турӗ, спектакль кайса курчӗ, карета ҫине ларса татах пӗр сӑлтавсӑр хула тӑрӑх ҫӳрерӗ. Урӑх кирлӗ мар… — тенӗ хуллен, ассӑн сывласа. — А? — кӑшт кӗтсерех тӑнӑ хыҫҫӑн, хирӗҫ кӑшкӑрчӗ Лозневой. Унтан Ромашов хайне хулан тепӗр вӗҫӗнче курчӗ. Унтан Кассий Мексикӑри похода кайнӑ, унта вунӑ уйӑха яхӑн пулнӑ та капитан чинӗ илнӗ. — Эсир вара унта пӗчченех каятӑр-и? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. «Дункан» тӳрленсе тӑчӗ. Вӑл ӑна кирек хӑҫан та хӑй тӳрлетет: сӳтсе тӑкать, сиктӗрмине хытарать, тӗк вӗҫҫӗн йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрет, чӑтӑмлӑрах ӗҫлеттересшӗн пулса, пӗчӗк кустӑрми тӗнӗлӗсене хут татӑкӗсем чӗркет — сехет вӑхӑтлӑха каллех чӗрӗлет, кӑшт ӗҫлекелет те татах чарӑнать. — Ҫакнашкал каҫ, паллах, вилместӗп; анчах кӗркуннеччен пурӑнма кӑна май пултӑр. Хушӑр кӑна, эпир тем тума та хатӗр. Камер-юнкер ӑна вӑл таранах ҫавӑрма пултарайман. Рабочи карточкине илсе тӑратӑп, мӗншӗн тесен Михаил Васильевич мана хӑй учрежденине вырнаҫтарчӗ. Йӗри-тавра ӳлеҫҫӗ те ӳхӗреҫҫӗ ӗнтӗ, марсиансем мӗн пур кӗтесрен, алӑксенчен, йывӑҫсен хушшинчен сике-сике тухаҫҫӗ. Ку ытла та тӗлӗнмелле! Хайхи казак, куҫӗсене хӗссе, кӗсре йӗри-тавра пӗр-икӗ хутчен утса ҫаврӑнать, ытахальтен тенӗ пек, кӗсрен шӑлӗсене пӑхса илет те чӑнласах ҫапла калать: «Ну, паллах, — вӗрентмен! Вӑл: «Ку вӑл темӗнле инквизици», тесе хӑех ӑна киле илсе килнӗ. Анчах ӗҫ ун ҫинче мар-ха. «Мӗнпе парнелес сана, йӗкӗтӗм!» Егор пӗтӗм пӗвӗпе кӑртах сиксе илчӗ те аллине кӑкӑр умне ҫӗклерӗ. Даша инке ӑна юрлама вӗрентрӗ. Вӑл вара каҫсенче хӑйӗн ҫинҫе сассипе ҫав тери вӑрӑм юрӑсем юрлатчӗ. Ле-Менкье хӑрушӑ чул сӑрчӗ ун чухне хальхинчен те хӑрушӑрахчӗ. — Малтан эсир мана Франци корольне хӗрес тытма хистене сӑлтавсем пирки калӑр, — терӗ вӑл, куҫхаршине ҫӗклентерсе тата пӳрнипе чернил кӗленчи ҫине кӑтартса, — унтан ҫав походӑн уйрӑмлӑхӗсене ӑнлантарса парӑр, — хушса хучӗ вӑл, аллаппипе тем тытас пек сулса ярса, — юлашкинчен, ҫак поход Европӑри государствӑсене пӗтӗмӗшпе, — терӗ вӑл тетрачӗсемпе сӗтеле сулахай енчен ҫапса, — тата уйрӑмах Франци королевствине мӗн таран усӑ е сиен кӳнине кӑтартӑр, — вӗҫлерӗ ыйтӑвне, пуҫне сылтӑмалла пӑрса, сӗтеле сылтӑм енчен ҫапса илчӗ. — Фактсем те ҫавнах кӑтартаҫҫӗ-и вара ачам? — Ҫук, Гаррис мистер, — татӑклӑн хуравларӗ Дик, — пирӗн пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла мар! Аристократ! Аолсем Аслӑ Соам гейзерӗ патне нумайӑн каяҫҫӗ, унта ҫӑвӑнса тасалма тӑрӑшаҫҫӗ. Юлашкинчен, ҫӗнӗ вырӑнта пурнӑҫ пуҫарма укҫа та кирлӗ. Теприсем хӑйсем хыҫҫӑн хытӑ та чикекен курӑк тӑрӑх ҫаппа-ҫарамас, ҫара ураллӑ ачисене ертсе пыраҫҫӗ. — Эсир Воропаев мар-и? — Манӑн ӗҫӗм унтан та пысӑкрах. Ҫапла каласа, палламан ҫын кӑшт аяккаларах уттарчӗ те сӑрт тӑрринелле чуптарса хӑпарса кайрӗ. Унтан вӑл, ҫулҫӳренсен хӑш еннелле каймаллине пӗлес тесе, йӗри-тавра тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ. Вӑл икӗ уйӑх хырӑнман, анчах пирӗн тӗттӗм пӳртре ун сӑнӗ мӗнле улшӑнни палӑрман… Эп ун ҫине хӗвел ҫутинче пӑхрӑм та, манӑн вӗри куҫҫуль пӑчӑртатса тухрӗ! Майор шутсӑр кӑмӑлсӑр пулса, ҫамрӑк ирландец тӗлӗшӗпе шиклӗ шухӑшсем пулнине каласа кӑтартнӑ; ҫамрӑк ирландецпа вӑл яланах пит лайӑх килӗштернӗ. Анчах малашне асту, туршӑн та асту, Митя, унсӑрӑн эсӗ, туршӑн та, ырӑ курас ҫук… Вӑл ҫирӗппӗнех ҫакна ӗненет: Нагульнов — партишӗн сиенлӗ ҫын, ҫавӑнпа та ӑна ӗҫрен кӑна кӑлармалла мар, партирен те кӑларса пӑрахмалла. Анчах хӗрсем пӗр-пӗрне ыталаса сад ӑшнелле, ҫурт патнелле кайсан, ҫак ҫын вӗсем хыҫҫӑн куҫӗсене хӗссе пӑхса юлса, манран: — Эсӗ кам вара? — тесе ыйтрӗ. Ҫав шухӑш ачасене илӗртнӗ пек туйӑнчӗ. Вӗсем пӗр самантрах тумтир таврашсене хывса пӑрахрӗҫ те, хӑйсене хура пылчӑкпа сӑрласа, зебрӑсем пекех йӑрӑмлӑскерсем пулса тачӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем, акӑлчан ялне тапӑнас тесе, вӑрманалла тапранса кӗрсе кайрӗҫ. Паллах, кашниех унта ҫулпуҫӗ пулчӗ. Ҫапла каларӗ те, пуҫне чавси ҫине таянтарса, пӗркенчӗкпе витӗннӗ тутар хӗрарӑмне тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Ҫак тӗрӗс каласа ҫырнӑ кӗнеке ҫакӑнпа пӗтет. Вӑл пачах ӑрасна кӑмӑл-шухӑш палӑртнӑ. Эпир хальлӗхе ҫав сигналсене хуравлаймастпӑр. Халь ӗнтӗ Ҫӗр ракетлӑ карапа вӑл унтан уйрӑлнӑ чухнехинчен чылай вӑйсӑртарах вӑйпа туртать. Туртӑну вӑйӗ ҫапах та кӑштах пур, ҫавӑнпа ракетӑн хӑвӑртлӑхӗ те пӗчӗкленсе пырать. Наталья Савишна, апрелӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрӗпех анне ҫывӑракан пӳлӗмре ларнӑскер, анне хӑй ҫырӑвӗн малтанхи пайне ҫырса пӗтерсен ӑна пӗчӗк сӗтел ҫине хуни, унтан ҫывӑрса кайни ҫинчен каласа пачӗ. — Шӑп! — терӗ вӑл, куҫхаршисене хускаткаласа илнӗ май аякри сасса итлесе: таҫта, картишӗнче, хӗрарӑм хаяррӑн:— Пашка! Пашка-а… — тесе кӑшкӑрчӗ. Халл капитан темиҫе хут та йытӑ умне тӗрлӗрен кубиксем ларта-ларта тухрӗ, Динго йӑнӑшмасӑр, пӗр тӑхтамасӑр кашнинчех «С», «В» саспаллиллӗ кубиксене суйласа пычӗ, ыттисем ҫине пӑхмарӗ. — Апла пулсан эсир памфлетсене камсем ҫырнине пӗлтермесӗр кӑларас тетӗр? — Пуҫлӑпӑр. Ку урӑх япала. Анчах вӑл ман алӑран ҫӗлен пек шӑвӑнса тухрӗ, унтан, хӑлхаран ҫеҫ: «Кӗҫӗр ҫӗрле, пурте ҫывӑрса кайсан, ҫыран хӗррине тух», — тесе пӑшӑлтатрӗ те пӳлӗмрен ҫӗмрен пек сиксе тулалла вӗҫрӗ. — Халех-и? — кӳренсе илчӗ Паганель. Моторӗсем чиперех ӗҫлеҫҫӗ пулин те, самолет пӗр вырӑнтах вӗҫсе тӑрать. Пӗр повозки ҫинче лашасене Семён Дегтярев тытса пырать. Унӑн сӑн-питне курсанах, хӳшӗри ҫынсем хӗпӗртесе ӳкнӗ: эмеллемелли ӳсентӑрана тупни паллӑ пулнӑ. Кун пек чухне вӗсен пурнӑҫӗ ирӗкри ҫынсен пурнӑҫӗнчен кӑшт ҫеҫ начартарах. * * * Тепӗр кунне Давыдов райкома кайса килчӗ, партипе округри комитетне кайма Нестеренкӑран ирӗк ыйтса илчӗ. — Ну, эпир зала кайса ӗҫлетпӗр. Хӑйсен пуҫлӑхне итлесе унта каторжниксем яхта килессе сыхланӑ, юлашкинчен, вӗсем кӗтсе ывӑннӑ та Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльса кайса, унти ялсене ҫунтарса тата ҫаратса ҫӳреме тытӑннӑ. Ну, мӗн тумалла ӗнтӗ халь? Аскӑнма та пӗлместӗн! — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Челкаш; вӑл хӑйӗн куртки айӗнчен кӗпине ҫурса илчӗ те, нимӗн шарламасӑр, сайра-хутра ҫеҫ шӑлне шатӑртаттарса, пуҫне ҫыхма тытӑнчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑтӑн, турӑ кӑна пӗлсе пӗтертӗр, ҫак хӑрушӑ хӑна ман пӳлӗме те таҫтан вӑркӑнса кӗрет, ҫурӑм тӑрӑх сиввӗн чупса иртет те симӗс хутран тунӑ, тӑрри ҫуннӑ абажур айӗн тӗксӗммӗн ҫутатакан лампа ҫулӑмне хумхантарса хӑварать. Пӳлӗме пырса кӗрес пулсан, вӑл ҫавӑнтах юрлама пӑрахать те:— Мӗн кирлӗ? — тесе ҫиленсе кӑшкӑрать. — Манӑн ыйту саншӑн вырӑнлах мар пек пулӗ те, каҫарах вара, атте, — пуҫларӗ вӑл: — анчах эсӗ хӑвах ӗнер уҫҫӑн калаҫнипе мана та уҫҫӑнах калама май паратӑн… — Шыв, шыв ҫук! Пӗтӗм сӑн-сӑпатсем ҫывхарса килсе хӑйсен вырӑнне йышӑнчӗҫ, ытла нумайччӗ вӗсем — вӗсен хушшинче лайӑххи тата ытларахчӗ, хӗпӗртесе кайнипе чӗрем те темле хускалчӗ, эпӗ калама ҫук савӑнтӑм. Тен, ҫынсем чӑнах та, мана вӑрӑ-хурах тесе шутлама пултарӗҫ! — Акӑ, эпӗ вӗсене Наташа патне кайса паратӑп та ӗнтӗ! — терӗ амӑшӗ ҫавӑнтах, — Кӳрӗр-ха! Аван ывӑл, нимӗн те калаймӑн. Н-ну, телейлӗ те иккен эсӗ, шуйттан кӗвенти! — Ытла лайӑхах мар ҫав, — пӗр кулмасӑр малалла каласа кайрӗ Шалый. Макарӑн хӳри айне кутлӑх лексен — вара урапуна та пуҫтарса пӗтереймӗн. Ҫапла, пуҫтараймӑн… Малалла пӑшӑлтатма тытӑнчӗҫ, Яков Лукич вара, татӑк-кӗсӗкӗн илтӗннӗ калаҫуран нимӗн те ӑнланса юлаймасӑр, ассӑн сывласа ячӗ те колхоз правленине тухса кайрӗ. Анчах вӑл ӑна хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламарӗ, картузне кӑна ҫӳлелле хӑпартса лартрӗ. Апла пулсан, манӑн та ҫынсенчен пытанас пулать, ҫапла-и? — Тӑр, эсӗ, йытӑ! — тесе кӑшкӑрнӑ тахӑшӗ, канат леш енчен. — Сыв пулӑр! Иван Иваныч чӑн каларӗ иккен: нимӗн те ахаль ҫухалмасть! — Анчах эсир пӗлетӗр, шанӑҫсем ытларах пултӑр тесе, эпӗ кӗленче ӑшне виҫӗ чӗлхепе ҫырнӑ виҫӗ документ чикрӗм. Студент, путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне япшаррӑн лартса, хӑй айне свиткине сарса, темле юри тенӗ пекрех ирӗклӗн тӑсӑлса курӑк ҫинче выртать. Ун пеккисем нумай пулман. — Вӑл 1860 ҫулта, Ика-на-Маорин кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗсен тӑрӑхӗнче, Таранаки провинцинче пуҫланнӑ. «испанец» ҫав минутрах сиккипе яра парса, часах куҫран ҫухалнӑ, уншӑн Том шутсӑрах хӗпӗртесе кайнӑ. Летописец хӑйӗн кӗнеки ҫине ак мӗнле ҫырнӑ: «Пӗлӗт ҫинчен чашкӑрса, ҫуйхашса питӗ пысӑк вӗри ҫӗлен ӳкрӗ». Вӑл ик-виҫӗ сӑмахранах ҫынсем хӑйсене мӗнле ӳкерттересшӗн пулнине ӑнланса илекен пулчӗ. Юргин аллине ҫыхнӑ тутӑр татӑкне тазри шыва чиксе ислетсе илчӗ, Андрей вара юнланса тӑракан вырӑна пӑхма хӑрасах, ӑна чӗкеҫ курӑкӗ ҫулҫинчен тунӑ порошокпа сапса лартрӗ те савӑннӑ пекрех, шантарсах каларӗ: — Халӗ тӳрленет ӗнтӗ! Пӗтрӗ каччӑ, ӗне чӗлхипе ҫулласа илнӗ пекех! — тесе кӑшкӑрса яма ӗлкӗрчӗ. Хамӑр ҫулӑн иккӗмӗш пайне эпир лайӑх курса тӑратпӑр: пичче пире поездпа Мускавран Ташкента илсе каймалла. — Ну, хӗрлӗхене те, хаяр ӳслӗк чирне те, чахоткӑна та, сарамака та ярать, пуҫ мимине те шыҫтарма пултарать… пурне те ӑҫтан каласа пӗтерем! — Эсир мана темскер пӗлтересшӗн, — терӗ ӑна Елена, хӑйсем иккӗшӗ кӑна юлсан. Вӑл Ҫӗр туртӑмне ҫӗнтерме пултаракан нумай сыпӑклӑ ракетӑна шутласа кӑларнӑ. Ҫур минут иртрӗ. Сӑрт тӑррине хӑпарсан, Луиза сасартӑк лашине тӑратнӑ. Маркитанткӑсем отрядӑн малти пайӗсемпе пӗрле хаваслансах пыраҫҫӗ: унта хӑрушӑ пулсан та интереслӗрех. Минут хыҫҫӑн минут вӗлтлетсе иртет, ниме те мар, пуҫӗ ҫийӗнче тепӗр снаряд ҫурӑласса ҫеҫ кӗтет вӑл. Ун виллине курсан хам та ҫӗрле калама ҫук тарӑхса кайрӑм!.. Путсӗр! Кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ ҫеҫ курӑнса тӑрать. Ҫак ырӑ чӗре, хӑйне ачашлаттарасшӑн та хутне кӗртесшӗн чун хавалӗпе тунсӑхласа ҫитнӗскер, Огнянова курсан, таса кӑмӑлпа вӗҫӗ-хӗррисӗр савса, хӗрӳллӗ ҫулӑмпа хыпӑнса илчӗ. Вӗсем Америкӑна каяҫҫӗ; халӗ акӑ чи пирвайхи хут палуба ҫине тухма хӑйрӗҫ. Ӗнтӗ эпир урӑх нихҫан та ҫӗр курас ҫук, тесе шухӑшланӑ матроссем. — Мӗскер эсӗ, Джим, хӑнӑхатӑн, хӑрами те пулатӑн вара. Тома ҫав тери йывӑр ӗҫлеме лекнине курсан, вӗсем ӑна темӗн пекех тӑрӑхлаҫҫӗ ӗнтӗ. М-овра чухнех эпӗ Ленинградри палланӑ ҫынсен телефон адресӗсене аса иле пуҫланӑччӗ. Сирӗншӗн тӑрӑшма хатӗр Иван Зурин. Хам мӗн тӑвассине малтанах пӗлсе тӑнӑ тесе калама пултараймастӑп, анчах ҫав секундӑра, хам мӗн тунӑ вӑхӑтра, кӑшт маларах та-ха, кайран кӳренме, «эпӗ чарӑнма та пултарнӑ» тесе калама май пултӑр тенӗ пекех, хам мӗн тунине эпӗ йӑлтах пӗлсе тӑнӑ. Вӑл Владимире апатланма ӳкӗтлесе хӑварнӑ, хӑйсӗр пуҫне тата икӗ свидетель тупасси нимех те мар, тесе ӗнентернӗ. Лере катмар парӑшсем, пӗрин хыҫҫӑн тепри, юхӑма хирӗҫ тӑсӑлса, меслетсӗр пысӑк сыснасем пек, тикӗс шыва алтса пынӑ. Петр ҫав ятра кулса каланинчен чӑнни нумайтарах пулнине, кулни те кӑмӑллӑ та ачаш пулнине курнӑ. Ляхсем ӑна тытса панӑшӑн икӗ пин червонец пама пулнине аса илнӗ май, жид куҫӗ умне тӳрех ҫав икӗ пин курӑнса кайнӑ пек пулчӗ, анчах вӑл хӑй ӗмӗтсӗр пулнинчен вӑтанчӗ те, пуҫри яланах ылттӑна аса илтерсе тӑракан шухӑша, жид чунне ӑман пек кышлакан шухӑша вӑйпах хӑвалама тӑрӑшрӗ. — Сире унтан усси ҫук вӗт, анчах сире хӑвӑра ҫеҫ хисеплеме пӑрахаҫҫӗ. Ӑҫта пырса ҫапӑнма пӗлӗп эпӗ? — Фелпссем, вӗсем хула ҫывӑхӗнче пурӑнаҫҫӗ. Елена ларчӗ. Мӗн тесен те, ҫак пӳрнеккей ҫынсем хӑравҫӑ марри мана нумайччен тӗлӗнтерчӗ. Эпӗ вӗсене улӑп пек хӑрушла пысӑк туйӑнмалла пулнӑ, вӗсем пур, ман хӑрах алӑ ирӗкрине пӑхмасӑрах, ман ҫине ним хӑрамасӑр хӑпара-хӑпара пӗтӗм кӗлетке ҫинче уткаласа сӳреҫҫӗ. — Кайӑрах киле, Петр Андреич — халӗ сирӗнпе тӑма вӑхӑт ҫук. Тӑшмансем ӗҫкӗре. Икӗ вут хушшипе Каҫ тӗттӗме вӗсене тарма пулӑшрӗ. — Чӑнах-и? Ас таврашӗ сан пур пек туйӑнать; шалккӑ — аслисене хисеплеместӗн, пуринпе те, хире-хирӗҫ тӑратӑн, ҫавӑ сана ӑҫта ҫитерет тетӗн пулӗ эсӗ? Ҫитменнине тата ҫӗрӗн ку сийӗсенче ҫӑл шывӗ те пулас шанӑҫ та сахал. Чаплӑ тинӗс ҫӳревҫин кун-ҫулӗ аслӑ ӗҫӗн вӗҫне ҫитереймесӗрех ҫапла татӑлнӑ. Сасартӑк вӑл сиксе тӑчӗ. Пӗчӗкренех манӑн пурнӑҫӑм таҫталла кукӑр-макӑр ҫулпа пӑрӑнса кӗрсе кайрӗ те халичченех ҫапла пӑркаланса пырать. Акӑ мӗншӗн пурлӑхлӑ ҫынсем кунта ытти тарҫӑсемпе пӗрле яланах тутаран е хӑлхаран хӑмпӑпа ҫапакан тарҫӑсем (кунти чӗлхепе каласан, клайменолесем) тытаҫҫӗ, вӗсемсӗр вара нихҫан та килӗнчен тухмаҫҫӗ. — «Иклетрӗ». Пӳлӗхҫӗм! Хуҫа мана кӑмӑла карӗ, вӑл ҫӳҫне хитрен силлентерсе илсе, хӑлхисем хыҫнелле чиксе пуҫтарса хурать, темрен вара мана вӑл пӑртак «Аван ӗҫ» пек туйӑнать. — Пӗр евӗрлӗн вӗҫсе ҫаврӑнӑр. Сана кунашкал калаҫусемшӗн тепӗр ҫӗрте партирен кӑларса сирпӗтнӗ пулӗччӗҫ! Ку, факт! Ухмаха ертӗн-им эсӗ? Никама та вӑратас мар тесе, шӑппӑн карташне тухрӗ, пысӑк та ҫӑмламас Трезора сӑнчӑртан вӗҫертсе ячӗ, унпала хулана тухса кайрӗ. Ҫав савӑнӑҫра — вӑй! Унӑн сӑмахӗ мана пысӑк шанчӑк пачӗ. Дик Сэнд Бенедикт пиччерен ҫак нӗрсӗр цеце ку таранччен тӗнчен хӑш пайӗнче тӗл пулни ҫинчен ыйтма хал ҫитереймерӗ! Каҫалапа пирӗн Кирилле — вӑл сивӗ кӑмӑллӑ арҫынччӗ, чылай ҫулланнӑскерччӗ, — ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗкне хыврӗ те ҫапла калать: «Ну, ачасем эпӗ сирӗншӗн малалла начальник мар, тарҫӑ мар, хӑвӑрах кайӑр, эпӗ кунтан вӑрманалла пӑрахса каятӑп!» — тет. Рота пуҫӗнче вӑйлӑ сасӑсем харӑссӑн юрӑ юрласа ячӗҫ: Юлташсем, утар хӑюллӑн,Ҫирӗп чун ҫапӑҫса пирӗн хӗрӗ,Ирӗклӗх уҫӑлӗ пирӗнКӑкӑрпа ҫула уҫса… Унӑн сӑнӗ шурса кайрӗ, кӑвак куҫӗ ҫивӗччӗн ялкӑшса илчӗ. Ҫынна вилӗм патне илсе пычӗ вӗт, э?» Эпӗ кичем сасӑпа «Forlorad» тенӗ сӑмаха темиҫе хутчен каланине илтрӗм. — Тӑхта-ха, хӗрӗм, ҫак калаҫӑва пула, эпир пурте канӑҫлӑха ҫухатрӑмӑр. Эпӗ пӗчченех тӑрса юлсан, манӑн ҫакӑн ҫинчен часрах Гретхен патне кайса, ӑна каласа парассӑм килчӗ. Хӑшпӗр чух, ватӑ хуҫа майрине ҫилентерес тесе, эпӗ ӑна кулянса пек калаттӑм:— Турӑ амӑшӗ мана наказани пама маннӑ пулмалла… — теттӗм. Ҫакӑн пекки вӑл ӗлӗк-авал, патриархаллӑ вӑхӑтра лайӑх пулнӑ, халь эпир пурне те урӑхлатрӑмӑр. Эсир, апла пулсан, Прудон шухӑшӗсемпе килӗшетӗр-и? Окоп тӗпне типӗ курӑк сарчӗ. Унтан вара, кӗреҫине ҫӗрелле усса, пӗр самант хушши хӗвеланӑҫнелле пӑхса тӑчӗ. Акӑ хреснашшӗ тесен, вӑл вара типӗ те тӗреклӗ вырӑнпа пынӑ, хреснай ывӑлӗн пурнӑҫне витӗр куҫӗпе аякран сыхласа, ҫӗлен пулӑ пек авкаланнӑ. — Васка, Микело, — терӗ Мартини веранда ҫине тухакан алӑка уҫса. — Пачах урӑхла, эпӗ хама ҫителӗксӗр юратнипе именетӗп; манпа пӗрле чух ҫынсене лайӑх мар, кичем пулнӑн туйӑнать… ҫавӑнпа… «Пире тӗл пулма пултараҫҫӗ, васкас пулать», — терӗ вӑл. Мана тата йывӑртарах пулать, ман алӑра ҫемье. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнас тетӗн-и е колхоза кӗретӗн-и? Ҫӗрӗпех витере е утӑлӑхра ҫӳрет. Анчах Лантенак хӑех вӗлересшӗн пулмарӗ-и-ха вӗсене? Хулари ҫынсем тискер сӑн-сӑпатлӑ. Вӗсем пурте тенӗ пекех ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсем тӑхӑннӑ, куҫӗсене чарса пӑрахса вӗсем пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑналла кускаласа ҫӳреҫҫӗ. Пурӑнасса вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерсе, туслӑ пурӑннӑ. Иккӗш те Андрейшӑн тӑрӑшнӑ. Ҫак вӗсен туслӑхне ытларах ҫирӗплетнӗ, ӑшӑ, ҫутӑ туслӑх пулнӑ вӑл. Уйӑх аннӑ, ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхса шӑппӑн калаҫаҫҫӗ. Хам мӗн ҫинчен шухӑшланине эпӗ тепӗр сыпӑкра каласа парӑп; пуринчен ытла эпӗ хӗрсен пӳлӗмне сӑнарӑм, унта мана питӗ илӗртӳллӗ туйӑнакан, чуна хумхатакан роман пулса иртет. — Тӑварсӑр пӑтӑ пӑта мар, хырӑмна шӑтарса тухмӗ, тыт та тӑварла. — Кам ачи ку? Вӑл этем, эпир пӗр-пӗр палламан пӗчӗк тискер кайӑка алпа ярса тытма хатӗрленнӗ чухне пире ҫыртасран е чавасран хӑраса пӑхса тӑнӑ пекех, пӗр хушӑ иккӗленсе пӑхса тӑчӗ. Мӗн тума кирлӗ вӑл ӑна? А эсӗ, Дмитрий Павлович, — хушса хучӗ Полозов, — хӑвна пӳлӗм ил те тепӗр хӗрӗх пилӗк минутран кил. — Ваҫили Андрейч, ан ятла ӗнтӗ, ахалӗн юрамасть, праҫник ячӗпе ӗҫесех пулать, — тенӗ вӑл. — Ҫапла, — терӗ майор, — ахальтен мар эпӗ пӗр сӑмахне те ӗненместӗп. Мӗскер эп? Кӳрӗр-ха, эпӗ сирӗн аллӑра чӑмӑртам. Малтанхи хут аренда илни ӑнӑҫлах пулман та вӗсен, халӗ кӑшт хӗсӗнерех пурнас терӗҫ. Ҫакна тума пӗлес пулать вӗт-ха ӑна! Чӗркуҫленсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе, тата пуҫне тайса, вӑл иртнӗ уйӑхӑн кашни кунне аса илчӗ, хӑйӗн пӗчӗкҫӗ ҫылӑхӗсене — кӑшт ҫилленни, кӳренни, тирпейсӗрлӗх пулнисене шутларӗ. Экипажсем паҫӑрах вырӑнтан тапраннӑ ӗнтӗ, Царицыно замокӗ те курӑнми пулчӗ, Увар Иванович ҫаплах лӑпланса ҫитме пултараймасть-ха. Хир тӑрӑх таҫта ҫитиех урапасем лараҫҫӗ, вӗсем ҫумӗнче тикӗт тултарнӑ лакӑмсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, лавӗсем ҫинче тӑшмантан туртса илнӗ тӗрлӗ пурлӑхпа апат-ҫимӗҫ выртать. Чи кирли кунта — ҫавӑн пек ӗҫ чӑнах та пулса иртнинче, ҫавӑ чӗрене ыраттарать-ҫке, Нагульнов юлташ! Пурте Мак-Набс ҫине пӑхрӗҫ. — Ҫук, Айртон ятлӑ матрос пачӗ. Клефрин Фрелок. Марси Фрелок». Кун пек ырӑ кӑмӑллӑ, лайӑх та харсӑр пансем тӗнчере халиччен пулман!» Кунсеренех ӗҫ тухасса шанманни ӳссех пырать. Корчагин хӑй пуҫӗнче кӗнекене пачах хурласа пӑрахни — пурӑнӑҫӑм пӗтесси пулать тесе шутлать. Телеграфисткӑсем ҫамрӑк, вӗсем хӑйсем ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫирӗм километртан ытла телеграф ленти те ҫырса пӗтермен. Клавдия Михайловнӑн ури сассисем коридорта инҫетрен инҫете кайма пуҫласан, вӑл алӑк ҫинелле хаяррӑн, ҫав вӑхӑтрах юратакан куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те:— «Совет ангелӗ…» Куратӑп — ҫӑлӑнасси ҫинчен шутлама та кирлӗ мар, ку вӑййа хӑть халех пӑрах. Мухортый та хӑлхисене тӑратса лартнӑ та тимлесех итленӗ; кашкӑр улама чарӑнсан, вӑл урисене улӑштарса пуснӑ та хартлатса янӑ. Пурте ман ҫине пӑхрӗҫ. Хресченсем пурте ӑна парӑмлӑ; батраксем пекех ун патӗнче ӗҫлеҫҫӗ: вӑл кама лава ярать, кама урӑх ӗҫ тутарать… йӑлтах тертлентерсе ҫитернӗ. Анчах вӑл, кӑвакал пек, чӑмса илет те, унтан каллех ҫуначӗсене сарса, кӗсменӗсемпе хӑлаҫланса, кӑпӑк сирпӗнчӗкӗ хушшипе ҫӑткӑн авӑрсенчен сике-сике тухать. Ҫул тахҫан ыраш уйӗ пулнӑ вырӑнпа пынӑ. Мӗнле канаш паратӑр, юлташ полковой комиссар? Кагани кӗтесе кӗрсе пӑхса, Уэлдон миссис ӑна кунӗпех шырарӗ. Пӗлӗт тӳпинче ҫапах та Уйӑх урӑх ҫук теме май килмест: вӑл тӗксӗм хӗрлӗ ҫаврашкан ҫаплах курӑнса тӑрать-ха. Анчах та ҫынсене пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑратнӑ, айванлӑхпа та хӑратса суккӑрлатнӑ, хӗстернӗ те — ӗмеҫҫӗ вӗсене, лапчӑтаҫҫӗ, пӗрне теприн урлӑ хӗнеҫҫӗ. Ҫӳлте, ҫӗр пичӗ ҫинче маншӑн нимӗн те пулман; хуласемпе ялсем, Гамбургпа Король урамӗ мана аса та килмеҫҫӗ; манӑн чун савни, мӗскӗн Гретхен, мана тахҫанах ҫӗр айӗнче ӗмӗрлӗхех юлчӗ пулӗ тесе шутлать пулӗ. Санин килӗшрӗ. Анчах ку ӗҫ, эсӗ вилесси пулма пултарӗ-ши вара, Евгений… хӑвах шухӑшла! — Эпе Болла ҫырӑвӗ ҫинчен калатӑп. Старик хӑйӗн пӗчӗк пуҫне уснӑ та: — Ах, Евгений Васильевич, епле кӗтес мар-ха! Ӗлӗкхи майлӑ сыватса хӑтланни ҫумне мӑнаккӑшӗ тата вӗри ваннӑсем, лармалли ваннӑсемпе душ айӗнчи ваннӑсем хушрӗ, ӑна ирӗксӗрех шыв ӑшне чӑмтарчӗ. Ҫывӑрма кайса выртас умӗн атте хӑйӗн аллине тӑсса кӑтартнӑ: — Пӑхӑр-ха ҫак алла, господасемпе дамӑсем! Тытса, чӑмӑртаса пӑхӑр ӑна. — Пулмасть манран! — терӗ вӑл, кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле. Анчах Артём ответ пама пуҫларӗ. Пӑлхавҫӑсем шурса сӑнсӑрланчӗҫ, аптраса ӳкрӗҫ, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле чупкала пуҫларӗҫ. Кӑшкӑрать тата хӑй… — Пфе! А пфе! ССР Союзӗн Конституци проектне кӗртме сӗннӗ тӳрлетӳсемпе тата хушавсемпе ӗҫ ҫапла тӑрать. Хам именнӗҫемӗн именнине туйса тата тепӗр экипаж килсе чарӑннине илтсе, эпӗ тулалла тухрӑм. Йытӑ чӑннипех те хӑраса ӳкнӗ, анчах хӑй хӑранине палӑртас мар тесе, хыттӑн вӗрсе янӑ та аҫа кушак ҫине сиксе ӳкнӗ… кушак аҫи ҫурӑмне тата хытӑрах мӑкӑртса кӑларнӑ та чӑшлатса пырса, Каштанкӑна питӗнчен аллипе ҫапнӑ. «Лайӑх япала!» шухӑшларӗ Иван Иванович: «ыйтса пӗлес-ха ӑна унтан. Богса вӑл питӗ лӑпкӑн, васкамасӑр, кашни сӑмахне татса ҫапла каларӗ: — Ку мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫапах эпӗ кӑнтӑрла иртни пӗр сехетчен тӳсетӗп. — Ташла! Давыдов питне ҫуса ячӗ те ҫакна курчӗ: темле ватӑрах, кукша-гражданин, аллисемпе сак ҫине тӗреннӗ те, пӗшкӗнсе, куҫне чарса, пӗр вӑтанмасӑр, ун хырӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке пӑхса тӑрать, хӑй, савӑннипе каҫса кайса, шӑппӑн ӗхӗлтетет. Пуриншӗн те пӗр хуйхӑсӑр пуҫне, вӗсен кашниннех тата темле вӑрттӑн шухӑш пур пек туйӑнать; ҫавна вӗсем каласа памаҫҫӗ, каласа пама та пултараймаҫҫӗ. Каллех тухтӑр пирки кулкаласа калаҫма пӑхрӗҫ те, хальхинче чӗлхисене хӑнӑхнӑ халлӗн кӑна чараймарӗҫ; чӗререн каланӑ сӑмах тавраш пулмарӗ. Хм!.. — тӗттӗмре йӑшӑлтаткаласа илчӗ Умрихин. Вӑл Мэри макӑрнине, вӑхӑчӗ-вӑкӑчӗпе ӑна ачаш сӑмахсемпе асӑнса илнисене илтрӗ. — Ҫав юлташа вара эсир вӑл ҫав ӗҫре сирӗнтен ытларах усӑ тунӑ пирки кураймастӑр тата ҫилленетӗр-и? Вӑл улпут килӗнче ӗҫлесе пурӑннӑ, халӗ ирӗке кӑларса янӑ ҫын пулнӑ; ҫамрӑк чухне музыкӑна вӗреннӗ, унтан камердинер пулнӑ, хут пӗлнӗ, эпӗ асӑрханӑ тӑрӑх, темӗнле кӗнекесем те вулакаланӑ, халӗ Российӑри нумай ҫынсем пек пӗр пуссӑр, яланах ӗҫсӗр пурӑнса, пӗлӗтрен ҫӑвакан маннӑй пӑтӑ ҫеҫ ҫисе пурӑнмасть. Ӑна тивӗҫлине пама юрать, анчах, манӑн шутӑмпа, вӑл айӑплӑ мар. Шнелль!.. — Так. — Пӗрре те иккӗленместӗп, ку упа ӗлӗк чухне чурасемпе суту тунӑскер пулас, —терӗ Джон Мангльс. Эпӗ Кондрат пирки; ӑна кӳпкетӗп, тесе калатӑп. Анчах Паганель ӑна, улмана тӳрех ҫӗре чавса чикме хушса, ҫак йывӑрлӑхран хӑтарчӗ. Полкра ӑна юратмаҫҫӗ, анчах пурте хӑракалаҫҫӗ, кашниех унран малашне мӗнле те пулин вараланчӑк та асар-писерлӗ ӗҫ туса хурасса сӗмленсе кӗтет. — Нимӗн те ӑнланаймастӑп, — терӗ Микель. Халь вӑрлама юрать-и вара, анчӑк ҫурисем? Урасем итлемеҫҫӗ, хам сиксе чӗтретӗп, ҫил ҫинчи ҫулҫӑ пек. Ку ӗҫ вӑрӑма кайрӗ, йывӑр та хӑрушӑ пулчӗ, ҫапах та юлашкинчен марсель лаптӑкне пӗчӗклетрӗҫ, вара шхуна тикӗсрех ишме пуҫларӗ. Сирӗн хӑна вӑранчӗ пулас. Манӑн вӑйсӑр ӑсӑм вӑрттӑнлӑха пушкараймарӗ; вӑл вӑй ҫитми ӗҫе пикенсе, пурнӑҫӑмӑн телейӗшӗн нихҫан тӗкӗнме хӑймасӑр упрамалли ӗненӳсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пӗтерчӗ. Унта тем чухлӗ ҫерҫи кӗшӗлтетет. — Пӗлетӗн-и, хӑш чух мана ҫавӑн пек туйӑнать: Фома… кӑмӑлӗ тарӑн шухӑшлӑ, унӑн сӑмахӗсем — чӗререн… пыра-киле унран питӗ… йӗркеллӗ ҫынах пулма пултарать. Анчах ҫамрӑксем хушшинчи ӗҫсем ҫав тери сасартӑк, вӗсем татӑклӑн калаҫиччен чарӑнса ларнӑ та, ҫырусем тӑрӑх халь вӗсем пӗр-пӗрине нумайранпа палласа пурӑннӑ ырӑ туссем пек ҫеҫ калаҫнӑ, хӑйсем пӗр-пӗрине каласа парайман пысӑк туйӑмсене пӗлтерме хӑраса тӑнӑ. — Хамӑр тума пултарайман ӗҫе тытӑнмаллах пирӗн, тесе каламастӑп эпӗ. Ҫапла каларӗ те, хулпуҫҫине ҫӗклесе, кӑкӑрне каҫӑртса, ҫӗнӗ ҫӗлӗкне чалӑштарса лартса, аллисене кӗсйине мӑнаҫлӑн чиксе, тухса кайрӗ. Ҫапла пӑртак ӑшӑнсан, пурте харкам хӑйӗн пӳлӗмӗсене саланчӗҫ. Хуҫалӑха тата ҫӗре епле лайӑх пӗлет вӑл! Унтан эпӗ лартрӑм. Ҫурт умӗнче икӗ юман юпаллӑ крыльца капӑрӑн ларать, анчах ун хӳтлӗхӗнче хӗвелтен пытанма шанчӑклах мар, Малороссинче ку яхӑнта хӗвел шӳт тума юратмасть, ҫынна пуҫӗнчен пуҫласа ури тупанне ҫитичченех вӗри тарпа ислетет. Рада пурӑнакан ҫурт ҫунса йӑтӑнса аннине вӑл хӑй куҫӗпе хӑй курса тӑчӗ, Рада та ҫавӑнтах вилнӗ ӗнтӗ, енчен хӑйне хӑй маларах вӗлереймен пулсан… — Ну, ҫитӗ, ҫитӗ! — ӳкӗтлет Андрей хӑйӗн кил-йышне. Патриотла ҫӗкленӳ пурне те ярса илчӗ. Комсомол ячейкин бюровӗ, Ходоров ҫамрӑксен активне хӗсет тесе, Костька хутне кӗнӗ. Лушка ассӑн сывласа ячӗ, унтан, шӗвӗр сӑмсаллӑ пушмак вӗҫӗпе нӳрӗ хӑйӑра чавкаласа, пуҫне усрӗ: — Хамӑн тусӑм пекки, Тимофей Рваный, ман пата Ҫурҫӗр крайӗнчи Котлас хулинчен ҫыру ҫырса ячӗ… Ӑна хӑрушӑ пулчӗ, вӑл вара хӑй ҫемҫе чӗреллӗ пулнӑшӑн тарӑхрӗ… Ҫапла пирӗнтен нихӑшӗ те нимӗнле укҫа та илеймерӗ. Паян кунӗ ҫавӑн пек те — килӗшмеллех пулчӗ. Павел Петрович, кӗнекене каллех ҫавӑркаларӗ те ҫамки айӗн шӑлнӗ ҫине пӑхрӗ. Ҫӗнӗ Зеландири дикарьсем вӗсемшӗн текех хӑрушӑ мар пек туйӑнать. Ну… каҫ кӗтсе тӑмасть, кун кӗтсе илмест. — Анчах ӗҫ тухмарӗ, ӑнсӑртран Андрей Лопухов пырса тухрӗ, — терӗ вӑл. Ҫакӑнта тин пӗрремӗш хут кӑшкӑрса ячӗ вӑл: — Сержант, пулӑш! Ҫав ят хыҫҫӑн темле ҫыхӑнусӑр, нимле пӗлмелле мар хӑрушӑ сӑмахсем илтӗне-илтӗне кайнӑ. — Ку аван вӑл! — ырласа илчӗ те Давыдов тӗттӗмрех ҫенӗхе кӗрсе тӑчӗ. Урапа манран иртсе кайтӑр тесе, эпӗ майӗпенрех утма пуҫларӑм, эпӗ майӗпенрех утма пуҫласан, урапа та вӑраххӑн пыма тытӑнчӗ, ҫынни ҫаплах ман ҫине пӑхрӗ; эпӗ васкарах утма пуҫларӑм, вара урапа та хытӑрах пыма тытӑнчӗ, ҫынни ҫаплах ман ҫине пӑхрӗ. — Ун чух вара… — терӗ те Василиса Егоровна, ытлашши хумханнипе пӳлӗнсе, чӗмсӗрленсе тӑчӗ. — Паллаймарӑн-и мана, Ненчо бай? Мӗскӗн Уиткомӗ хыҫҫӑн ултӑ эрнерен ҫак шыравҫӑ та унӑн вилӗмӗпех пӗтессине Лупер пӗлме пултарайман… — Апла пулсан, турра шӗкӗр! — ответленӗ ӑна Люба, аван та туслӑ кулӑпа ҫуталса кайса. Калатӑп-ҫке: пӗтӗмпех хатӗр, вӗҫетпӗр. Часах ҫав ушкӑн хула урамне пӑтранчӑк хум майлӑ ҫитсе кӗчӗ, урам сарлакӑш пулса, тискеррӗн кӑшкӑрашса та кӗмсӗртетсе капланчӗ. Спортсмен мӑлатук ывӑтать; мӑлатук ҫитмӗл-сакӑрвунӑ метр вӗҫсе каять те каллех стадион ҫине ӳкет. Мойсей Мойсеичпа еврейка ассӑн сывлама пӑрахмасӑрах комод патне пычӗҫ те тем ҫинчен еврейле калаҫма пуҫларӗҫ. — Ҫапла, эпӗ ҫакна туятӑп, — Аэлита ларчӗ. — Уйӑрас теместпӗр эпир, ӗҫӗ те пӗтнӗ! Ҫавна калама килтӗмӗр те! Лукашка шӑхӑркаласа кордон патнелле утрӗ. Пурне те паллӑ, ехусене питӗ хытӑ тӗрӗслемелле, унсӑрӑн вӗсем гуигнгнмсен ӗнисен сӗтне ӗмме тытӑнаҫҫӗ, вӗсен кушакӗсене тытса ҫиеҫҫӗ, сӗлӗпе курӑкне таптаса сиенлетеҫҫӗ, ҫавнашкалах пиншер хут ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, тенӗ ҫак представитель. Анчах ӑна хирӗҫ никам та ответ памасть. Хӗрарӑм пулас пулсан — ӗмӗр тӑршшӗпех сан сӑмахна итлесе пурӑннӑ пулӑттӑм! — Мӗнпе тӳлесе ирӗке тухас тетӗн-ха, улпутӑм? Вӑл сапернӑй офицере матроса тӗл пулчӗ, шӑп ҫак вӑхӑтра тӳпере ҫутӑ пӑнчӑ курӑнса кайрӗ, бомбӑ-мӗн ку, ҫуталнӑҫем ҫуталса пырса, хӑвӑртран та хӑвӑртрах ҫывхарса пырса, траншея патнех хаплатса ӳкрӗ вӑл, ҫакна курсан Калугин хайхи офицере пирвай хӑй «выртӑр!» тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫак самантра вара вӑл хӑй те, ирӗксӗрех, хӑранипе кӑшкӑрса янӑ сасса илтнӗрен ӗнтӗ, кӑшт кӑна пуҫне пӗксе илчӗ те малалла утрӗ. Тумтир тупса пар-ха мана. Калаҫнӑ хыҫҫӑн капитан пӗлсе ҫитнӗ: ку ҫынна вӑл пӗтӗмпех шанма пултарать иккен, лешӗ уншӑн кирек-мӗн тума та пултарать, вӗлермелле пулсан — вӗлерет. — Ҫук, эпӗ хамах, — терӗ Андрей, наҫилкка патнелле пӗшкӗнсе. Эсир пирӗн йӑлана пӗлетӗр. Эсир хӑвӑра ӑнӑҫлӑх джентльменӗсем тесе шутлатӑр. Аппӑшӗн пурлӑхне хӑй аллине илме тивӗҫ ҫамрӑк каччӑ ӑна тав тунӑ, ҫав вӑхӑтрах хакӗшӗн калаҫса тӑрасси ҫукки ҫинчен, пур ӗҫе те тупӑкҫӑ хӑй тӑвасса шанни ҫинчен пӗлтернӗ. — Ох, мӑнакка, эпӗ… — Мӗн пулнӑ, мӗн пулнӑ сана, ачам? — Аким, пурӑнӑҫ мана пӗр кӗтессе ҫапса хӗстерӗ те пашалу пек лапчӑтса хурӗ тесе шухӑшлатӑн-им вара эсӗ? Вӑл чӳрече патнелле вӑраххӑн утса пычӗ те, унта урисене тӑсса ларчӗ. Типӗ ҫанталӑксӑр пуҫне таврара пӗр чӗрӗ япала та юлмарӗ, шыв ҫуккине пула пысӑк йывӑрлӑхсем умне тухса ӳкме пулать. Пӗррехинче кашкӑр вӑрманпа чупса пынӑ та мулкача курах кайнӑ. Ну, юрӗ эппин, — тет, — эпӗ ҫӗрле сан пата пырӑп, кӗт! Вӗсем ача ытарайми илемлӗ пулнишӗн сахалтарах савӑнаҫҫӗ, ӑна тем пулса тӑрасран вара ытларах хӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсене ача (ӑна вӗсем юратнӑ пулӗччӗҫ-ха) кирлӗ мар. Пӑравус пек кӑшкӑрчӗ, хӑранипе манӑн ҫӳҫ те вирелле тӑчӗ! — Кӑшт-кашт вӑрҫкаласа илнипех пуҫу татӑлса анас ҫук… Сасартӑк, тинӗс шавӗ евӗр, вӑйлӑн шавласа кайнӑ, ҫамрӑк мексиканец вара арена ҫине хӑйӗн тренерӗсемпе, секунданчӗсемпе тухакан Денни Уорда курнӑ. Эпӗ судьяран виҫӗ доллар илсе патӑм, старик ҫав укҫапа ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ те хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ, кӑшкӑрашнӑ, йӗркесӗр хӑтланнӑ, вӑрҫнӑ, ҫур ҫӗр ҫитичченех ҫатма ҫапнӑ: ӑна вара тытса хупнӑ, ирхине суд туса татах тепӗр эрнене лартнӑ. Вӗсен инҫе утмалла пулмарӗ — тепӗр икӗ-виҫӗ минутран хурхух курӑкӗ хушшинче вӗсем хӑвӑллӑ ватӑ тункатана курчӗҫ: ун йӗри-тавра пыл хурчӗсем хытӑ сӗрлеҫҫӗ. Мишель Флешар вӑрмана кӗрсе кайрӗ. Калаҫмасть — пакӑлтатать. Огнянов тӑчӗ те окопсенче выртакан пӑлхавҫӑсене курчӗ, вӗсем ая сармалли качака тирӗпе те плащпа витӗннӗ, ҫапах та шӑнса ӗнтӗркенӗ. Ӑшши вара пирӗн, турра шӗкӗр, патшаран та пуян. Мӗншӗн тесен пӗр пус ытларах укҫашӑн жид аллине ҫуламан улпут е миллионер ҫук-ха ҫӗр ҫинче. Мускавран ҫырӑнса илнӗ молотилка йывӑр пирки юрӑхсӑр пулнӑ; теприне ӗҫе ярсанах пӑсса пӑрахнӑ; дворовӑй суккӑр карчӑк, хӑйӗн ӗнине ҫиллӗ ҫанталӑкра вутпуҫҫипе тӗтерме кайнӑ пирки, выльӑх карти ҫурри ҫунса кайнӑ… Чӑнах та, ҫав карчӑк каланӑ тӑрӑх, ку инкек пӗтӗмпех улпут картара халиччен пулманла ӗнесене темӗнле ют ҫынсене сутарнинчен тухса кайнӑ, имӗш. Управляющий, сасартӑках наянланса кайса, кирек мӗнле вырӑс ҫынни те «ирӗклӗ ҫӑкӑр» ҫине лексен мӑнтӑрланнӑ пек, мӑнтӑрланма пуҫланӑ. Николай Петрович килнине курсан, вӑл, хӑй тӑрӑшнине кӑтартас тесе, чупса иртекен сысна ҫурине турпаспа пенӗ, е ҫурма ҫарамас пӗр-пӗр ачана юнанӑ, ахаль чухне ҫаплах ҫывӑрса ирттернӗ. Кубанка шӑтса тухатех ӗнтӗ! Хӑмӑр пӗлӗт макӑрнӑн йӑсӑрланнӑ, ҫулҫӑсем ҫинче сивӗ куҫҫульсем чӗтренсе тӑнӑ. — Сулӑ патне! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. — Е инженер тетӗр, е актер, е командир. Енчен те вӗсем туппине йӗтрепе авӑрланӑ пулсан, хӑйсем ӑшталансах шыракан вилене тупатчӗҫех. Вӑл, тӑрӑхласа кулассиичен ытларах, хисеплеме тивӗҫрех. «Карпо, уҫ коморӑна! — терӗ голова теҫетнике. Асту, хӑна сиен ан пултӑр… Шӑрӑхран ниҫта кайса хӑтӑлма май ҫук пулин те, арбан сулхӑнӗнче вӑрӑмтунасем кӗтӗвӗпе хӗвӗшнине тата арҫын ачи, ҫаврӑнкаланӑ май, хӑйне тӗрткеленине пӑхмасӑрах, Марьяна тутӑрне пуҫӗ ҫине туртса витсе ҫывӑрса каймах пуҫланӑччӗ, сасартӑках кӳршӗ хӗрӗ Устенька ун патне чупса килчӗ те, арба айне чӑмса, Марьянӑпа юнашар выртрӗ. — Эсир тимлӗн сӑнама пултаратӑр иккен. Пӗтӗм ӑшӑм вӗресе те тӑвӑлса тӑчӗ, чӗрем ҫирӗппине пула ҫеҫ малтанхи пекех лӑпланса тӑтӑм. Малалла ишмелли ҫул шыранӑ чухне чи хытӑ пыракан «Сант-Яго» карап йӑлтах ванса пӗтнӗ. — Манӑн та курас килмест, Том. — Пӗлетӗр-и… ротӑра пирӗн хӗҫпӑшала тишкересси пуҫланнӑ-ха — хастаррӑн суйрӗ Ромашов. Эпӗ, хамӑра турӑ ирӗкне парса, хир варринчех ҫӗр каҫма шутланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк тӗл пулнӑ ҫын ларчӑк ҫине сиксе ларчӗ те:— Тавах турра, пӳрт-ҫурт кунтан инҫере мар, сылтӑмарах пӑр та уттар лашусене, — терӗ ямшӑка. — Пӗр вунӑ ҫул каялла. Ачасем, хӑйсене кам чӗннине ӑнланса илесшӗн пулса, йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ. Ҫимелле! Океан хӗррине тухиччен пӗчӗк ушкӑнӑн ҫак чи пысӑк хӑрушлӑхран мӗнле тарса хӑтӑлмалла-ши? Пӗрре вӑл кайӑк ҫине пырса кӗчӗ, кайӑкӗ ҫывӑрнӑ пулмалла. Корчагин документсем, кирлӗ фактсем тупса патӑр. — Ҫапла, манпа церемониленсех тӑмаҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ вӑл питех те йӳҫӗ кӳренӗҫпе; унашкал чир енне кирек хӑҫан та ун ҫулӗсенчи хӑйсене хӑйсем ытларах юратакан ҫамрӑк ҫынсем туртӑнарах параҫҫӗ. Ерошка мучи, хӑйӗн ӗҫӗсем ҫинчен пулас, Марьянкӑпа калаҫса тӑрать, старик те, хӗр те ун ҫине пӑхмарӗҫ. Лешӗ ӑна хирӗҫ:— Май килнӗ чух — кирек хӑҫан та… — Мӗнле-ха, манса каймӑн, — ахӑлтатса тавӑрчӗ Гаррис, — Кала, тусӑм, кала! Хӑш-пӗр чух тата, уласа, кӗмсӗртетсе, чанкӑртатса тӑнӑ хушӑра аманнисем вӑйсӑррӑн кӑшкӑрса илкелени илтӗнсе каять. Ҫуранах килтӗр-и? Килӗр-ха кунтарах, кӑвакарчӑнсем! Петр Артамонов иккӗ мар. Вӑл халӗ ак хӑй виҫесӗр ывӑннине, ырханланса кайнине тата урасем хытӑ ыратнине сисрӗ. Ҫавӑнпа пӗрлех Иохима тарӑхни те йӑлтах иртсе кайрӗ. Ку сӑмахсене илтсен, кӑшт ҫӑмӑл пек туйӑнчӗ, ҫапах хӑрани иртсе каймарӗ. — Шӑп пул, ӗҫсӗр! — Эсӗ ху пилот та ӗнтӗ халӗ, ҫапах та кама та пулин шӑпах пит-куҫӗнчен каллех урапа тӑхӑнтартса ярӑн. Амазонка хӗрринче пурӑннӑ ҫын капӑрлӑха юратмасть пулӗ, тесе шухӑшланӑ вӗсем, ҫавӑнпа та унӑн ҫав тери илемлӗ галстукӗсем, темӗн чухлӗ пушмакӗсем тата ҫыру сӗтелӗ ҫинче яланах тӑракан чечек ҫыххисем ҫине пӑхса калама ҫук тӗлӗннӗ. Ромашов, Петерсонӑн ырхан, пӗркеленнӗ, тӗксӗм ӗнси ҫине пӑхнӑччӗ те, нимӗн шарламарӗ. Сасартӑк хӗвел тӗттӗмленчӗ, анчах вӑл капланса килекен пӗлӗт хупӑрланӑ чухнехи пек мар, урӑхла тӗттӗмленчӗ. — Пӑхар-ха, мӗнле козырь унта сан, тен, сӗтев ыйтмалла пулӗ. Ҫапла, ҫак тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул никама та хӗрхенмест. Вӑл «хаклӑ ҫыннӑм», терӗ. Ылтӑн Ҫӗр Хапха хулине тапӑнса-вӑйсӑрлатса ҫӗнсе илеҫҫӗ, стенисене аркатаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑта эпӗ яш ӗмӗр пуҫламӑшӗ тесе шутлатӑп. Ҫаплах кукамайпа ҫапӑҫрӑм. Ҫакна никам та хирӗҫлеме хӑюлӑх ҫитереймӗ. Ӑна манӑн пурнӑҫпа пӗрле ҫеҫ, манран туртса илме пултарӗҫ. Вӑл типсе кайнӑ ҫуннӑ ҫӑкӑр хыттине шӑлӗсемпе ҫырта-ҫырта таткалать, хутланса ларнӑ пӳрнисемпе ҫӑкӑр ҫемҫине чава-чава илсе, чӑмламасӑр пекех, шӗвӗрӗлсе тухнӑ карланкӑ шӑммине йывӑррӑн хускаткаласа, выҫҫӑн хыпса ҫӑтать. — Турӑ мар вӑл, ҫавӑн пек патша пулнӑ, — аллисене супӑньлесе, ирӗксӗртен тенӗ пек, ответлерӗ Ольга, — хаярскер, уксахскер, вӑтам ӗмӗр историйӗнчен. Унтан вара, тарӑхса ҫитсе, урса кайнӑ пек мӗкӗре-мӗкӗре, упа пичке ҫине сикме тытӑннӑ. Пичкине хӑй патӗнчен иличченех вара упа унпала тӗрмешнӗ. — Эпӗ пӗлместӗп, чунӑм. Хӗлле шӑннипе урасем ялан сураҫҫӗ ман, капла, атӑсӑр, ҫӑмӑлрах пек… Пурте шӑп тӑнӑ вӑхӑтра старик сасси хыттӑн илтӗнсе кайрӗ: — Ҫак ҫын тирпейсӗр хӑтланнине пула карап чутах пӗтетчӗ. Тен, ӑна халь ҫӑлса хӑварма та ҫук. Хӑвӑрӑн полковникӗре мана персе е ҫакса вӗлерме, е ку ун кӑмӑлне савӑнтарма пултарать пулсан, чӗрӗллех ӑшалама хушса, ӗҫе часрах пӗтерӗр! Итле-ха, эсӗ каллех икӗ тӗрке мануфактура ҫаклатрӑн-и?.. — Ҫапах та… — Улӑхар, тетӗп сана, мӗн вӑхӑта ирттерсе тӑрас тата, — терӗ пичче. Павлович? — ҫапла, Павлович! арӑм ӗҫӗсене хутшӑнмастӑп. Эпӗ сирӗншӗн хӗрача мар. Челкаш, йӗрӗнсе лачлаттарса сурчӗ те, йӗкӗтрен пӑрӑнчӗ. — Вӑрӑмми, дьякон манерли. Ун чухне ҫынсем турӑсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫак выльӑх ӗҫмеллине пӗтӗмпех ӗҫсе яман пулӗ те-ха. Катя васкамасӑр аппӑшӗ ҫине пӑхрӗ те (хӳхӗм, чаплӑ тумланнӑскер, вӑл уҫнӑ зонтик вӗҫӗпе Фифи хӑлхисене кӑтӑкласа тӑрать), васкамасӑр:— Пӗчченех, — терӗ. Давыдов будкӑран сиксе тухрӗ. — Леш еннелле каймалла? Комков ку хӗрарӑм Лена пулнине палласа иличченех, ку шӑпах вӑл, тесе шутларӗ. — Калӑр-ха, — терӗ ӑна пӳлсе Джемма, — сирӗн тусӑрсене пӗтӗмпех шанма пулать, тесе шухӑшлатӑр-и эсир? Нанду — Кӑнтӑр Америка тӳремлӗхӗсенче пурӑнакан кайӑк, ҫамрӑк нанду какайӗ питӗ тутлӑ; ку вӑл вӑйлӑ кайӑк, хӑш-пӗрисен пӗвӗ икӗ метртан та иртет, тӳрӗ сӑмсаллӑ, унӑн ҫӑра кӑвак тӗклӗ вӑрӑм ҫунатсем, уринче чӗрнеллӗ виҫӗ пӳрне, — ҫакӑнпа нанду икӗ пӳрнеллӗ африка страусӗсенчен чылай уйрӑлса тӑрать. Марья Ивановна манпа сӑмах хушма пӑрахнӑ пекех пулса тӑчӗ, вӑл тӗрлӗ майсемпе манран пӑрӑнма тытӑнчӗ. «Турӑ патӑрччӗ, — терӗ голова. Унӑн сӑн-пичӗ ҫак самантра темле, йӑл кулнӑ пек пулчӗ. Эсӗ Лушка Нагульнова вӗт?» — тетӗп ӑна. Тепӗр икӗ ҫултан Андрей Гремячие Польша фронтӗнчен таврӑнчӗ. Ыран пирӗн секретариат ларӑвӗ пулать. Эпӗ сан ҫинчен ыйту лартӑп. Патагонец, географпа майор мӗншӗн тавлашнине пӗлмест пулсан та, икӗ тус тавлашнине питӗ аван ӑнланчӗ. Ял хушшинчи ҫуртсем патӗнче ӑна ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тумтирлӗ тата ҫара уран виҫӗ пӗчӗк ача тӗл пулчӗҫ. Пурте вӗсем аллисене йывӑҫ чашӑксем тытнӑ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсенчен хӑшӗ те пулин сассине тӑстарса мӗскӗннӗн юрласа ярать: — Суккӑрсене па-амӑр-ши… Христос ячӗпе… Фома, номертен тухса, алӑка хупсанах, старик вӑрӑммӑн, янӑравлӑн анасласа янӑ, унтан хӑйӑлтатуллӑ баспа:— Эй, тивлетлӗ турӑ амӑшӗ, ырлӑх алӑкне уҫса пар пире… — тесе юрла пуҫланӑ. Климка хӑраса ҫӳҫенсе илчӗ. Анчах вӗсем пурте хӑйсене шанса панӑ храм ҫине минутсерен пӑхса илеҫҫӗ. — Турӑ ҫырлахтӑрах, эпӗ качака таки пирки килмен кунта, сана ҫеҫ кӗрсе курас килчӗ. Шӑршласа сисӗҫ, тесе шухӑшлатӑн ӑшӑнта; ху пӗр сиккеленмесӗр, йӑшӑлтатмасӑр ларатӑн, чӗрӳ вара хӑвӑн талт! талт! талт! тапса сана сиктерсе тӑрать. Мӗнлерех ӑмсанаҫҫӗ вӗсем халь Геркулеса! Хӑшпӗр чухне Хӗвел анса ларнӑ хыҫҫӑн анӑҫри тӳпере питӗ ҫутӑ ҫӑлтӑр курӑнса каять. Ку вӑл — хӑйсене пӗр хуйхӑ пӗтӗҫтернӗ туслӑ ҫемье пулнӑ. Каска козырёкӗ айӗпе кӑшт пӑхса илчӗ ҫеҫ вӑл — пӗтӗм пит-куҫӗ тарласа кайрӗ. — Хм! Питех те кулянтарать ку… анчах мӗн тӑвӑн, пурин те пирӗн хӑҫан та пулин вилмелле. Паллах, Алвиш ӑнланчӗ ӑна. Питне-куҫне хаваслӑ кулӑпа хуҫкаларӗ те, пуҫне сулса: — Ҫапла… тӗрӗс… Американецсем! Ырӑ сунса кӗтетпӗр! Халь ӗнтӗ вӑл ҫурҫӗр хӑш енче иккенне те чухлаймасть, ӗнер хӑй ҫак вырӑна хӑш енчен килнине те аса илеймест. Тахҫан, ытла ҫамрӑк чухнех-ха, атте-анне ҫуртӗнчен тухса кайсанах, хама мӗн илӗртет, ҫавна урса кайнӑ пек астивесшӗн пулса, укҫа тӑкнӑ, ҫав ырлӑхсем, паллах ӗнтӗ, йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ мана. — Кӑна эпӗ пӗлетӗп, — терӗ Лука. Туйине ҫӗре пӑрахса, ҫурӑмӗ хыҫӗнчи хутаҫне тӳрлетме курпунне хӑвӑрт хускатса илсе, Никита ӑна пӗр чӗнмесӗр ыталарӗ, вара Тихон, ӑна аллисемпе ярса тытса, хыттӑн, ҫирӗппӗн:— Эппин — пыратӑп, — терӗ. Мана виличченех сӑтӑр кӳме тупа тунӑ. Адъютант хӗҫне алӑра тытса кӗтесрен ҫавӑрӑнчӗ те Фукс хваттерӗн алӑкӗ еннелле утрӗ. Хальхинче вара пӗрин аллине тепри чӑмӑртани пӗртте темиҫе сехет каялла алӑ тытнӑ евӗрлӗ пулмарӗ. — Партизанран таврӑнсан, эпӗ хам ҫак ҫӑла анса пӑхрӑм, ачасене тӳрех палласа илтӗм. Лашасене хӑвӑрт чуптарса ҫӳреме юратакан Нагульнова унӑн пӗртен пӗр йӑли кӑна килӗшмерӗ — лешӗ ҫул ҫинче лашасене час-часах сӑлтавсӑр-мӗнсӗрех чарса тӑратать. Кӑмака ҫинче, хӑйӑсен тӗркинче, таракансем кӑштӑртатнӑ. Доклад Ку яхӑнта эпӗ Географи обществинче докдад тӑвас хисеплӗхшӗн ҫунмарӑм та, ҫырса хатӗрленӗ доклада вӗсене кӑтарттаракан йыхравлӑ хыпар та илмерӗм. Пӑшалӗ хӳхӗм вара! Унӑн аллинче — кантра вӗҫӗ, тӑлпаланчӑк, ватӑ ула курака кантран тепӗр вӗҫӗпе уринчен тӑлланӑ. Ыйтӑва йӗркеллех пӑхса тухас пулсан, калӑпӑр, эсӗ мӗн пулатӑн-ха? Уйӑх тӗттӗмленессин расписанине малаллахи темиҫе ҫулшӑн туса хунӑ. Мери Джейн хыҫалти алӑкран тухса кайнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен ӑна никам та курман. Тепӗр енчен тата мӗншӗн Гаррис вӗсене улталатӑр-ши? Вӑл хӗр хыҫҫӑн чупса кӗнӗ пӳлӗмре, лаша ҫилхинчен хунӑ кивӗ модӑллӑ диван ҫинче ӑвӑс е авалхи мрамор пек шап-шурӑ, вырӑнӑн-вырӑн ӑн сарӑ йӑрӑмлӑ питлӗ пӗр вунтӑватӑ ҫулхи ача выртнӑ, сӑнӗнчен пӑхсан вӑл каснӑ-лартнӑ ҫак хӗр пекех пулнӑ; хӗрӗн шӑллӗ пулас. Капӑр тумланнӑ хӗрсем урам тӑрӑх анаталла, Атӑл еннелле, акӑшсем пек карталанса анса каяҫҫӗ, шыв лупашкисем урлӑ кӗпи аркисене ҫӗклесе, чугун пек пушмакӗсене кӑтартса утса каҫаҫҫӗ. — Лайӑх, — терӗ Петлюра, хут ҫине ҫиелтен пӑхкаласа. Бюст айӗнче: «Хӑйӗн тӑван ҫӗршывне хӑтарма ӗмӗтленекен паттӑр», тенӗ сӑмахсем пулаҫҫӗ. «Акӑ, ун умӗнче ларатӑп, — шухӑшларӑм эпӗ, — унпа паллашрӑм… мӗнле телей, турӑҫӑм!» — Граждансем, тӑхтӑр-ха, шӑпланӑр! Том чӗркуҫленсе ларнӑ та аялалла анса каякан стенана тепчесе пӑхма пуҫланӑ, унтан хӑйӗн алли ҫитнӗ таран кӗтес хыҫӗнчи стенана хыпашлама тапратнӑ, унтан пӑртак сылтӑмалларах карӑнса пӑхнӑ та, ҫав самантра вара пӗр ҫирӗм ярдра ҫеҫ тенӗ пек чул сӑрт кӗтесси хыҫӗнчен ҫурта тытнӑ алӑ курӑнса кайнӑ. Ҫил вӗрет — шавлать йӑмра, ҫил вӗрмест — чӗнмест йӑмра… йӑмран усси ҫур пуслӑх — ни шӑпӑр, ни пуслӑх, — пархатарсӑр йывӑҫ! — Паллах ӗнтӗ, улпутӑм, — заседателе те вӑл, итле-ха, виҫӗ пуса та хумасть, исправникӗ ун аллинче, улпутсем те ун патне пуҫ тайма пухӑнаҫҫӗ, каласах тесен, вӑлашки кӑна пултӑр — сыснисем тупӑнӗҫ ентӗ. Ҫапах та, пурте ҫав тери ӗҫлӗ пулин те, паян вӗсем Мересьева тӳсейми кӗтсе тӑнӑ. Пулӑ тытма каяс килсен — пулӑ тытма кайма ыйтмалла; шыва кӗме каяс килсен — шыва кӗме кайма та ыйтмалла. — Каҫарсамӑр, Pierre Сапожников… вӑл яланах Хостатова Лидия патӗнче пулать-ҫке. Ниепле те май ҫук. Кӳме чарӑнчӗ. Акӑ мӗнле пулать вӑл, Любавка! Вӑл хӑйӗн вӑрӑм аллисемпе йӑмӑкӗн аллине силлесе илсе, ӑна:— Ҫул ҫӳреме калама та ҫук йывӑр халь, ҫулсем — хӑрушла начар! — тесе тухса кайрӗ. Аслӑ Артамонов ҫак вӑхӑтра ыйхӑри пек пурӑннӑ, вӑл ытларах та ытларах таран ыйха путса пынӑ. Урапа патшалӑхри чи пысӑк авалхи чиркӳ патне пырса чарӑнчӗ. Темиҫе ҫул каярах ҫак чиркӳре ҫынна хӑрушӑ вилӗмпе вӗлернӗ пулнӑ. Вырӑнти халӑх, турра пит ӗненекенскер, чиркӳ ҫакӑн пирки ирсӗрленнӗ тесе, унта ҫӳреме пӑрахнӑ. Унти паха япаласемпе тыткаламалли япаласене кӑларнӑ та чиркӗвне хупса лартнӑ, вӑл вара нумайранпа пушах ларнӑ. — Манан сире хамӑн патӑмра курас килетчӗ — ҫав кӑна… — каланӑ хӗрарӑм айӑплӑ сасӑпа. Хӑйӗн чи лайӑх ывӑлӗсенчен пӗрне ҫӑлас ӗҫре мана мӗнпур Шотланди пулӑшӗ. Ҫапла майпа малалла пырса экспедици Кроулэндран Хорсгэма каякан почта ҫулӗ урлӑ каҫса кайрӗ. Вӑл ҫул калама та ҫук тусанлӑ, ҫавӑнпа та ун тӑрӑх ҫынсем те ҫӳресех каймаҫҫӗ. Пӗчченлӗхе паттӑр тӳссе ирттерекен Макар ҫавӑнтанпа кашни ҫӗр автан юррине ним чӑрмавсӑр итленӗ. Пилӗк ҫул каялла килнӗ чухнехи пекех вӑл кухньӑна кӗрсе лӗхлетрӗ, сӑмсине шӑнкарчӗ — ҫӑвӑнчӗ. Коридор тӑрӑх вӑл епле иртсе кайни сисӗнчӗ. Василий Иванович Аркадий пӳлӗмне кайса килнӗ чухне илме ӗлкӗрнӗ ҫӗнӗ пурҫӑн тутӑра кӗсьинчен туртса кӑларчӗ те, унпа сывлӑшра сулкаласа, малалла ҫапла каларӗ: — Эпӗ, сӑмахран, хам туймасӑр мар мужиксене оброк ҫине куҫартӑм та, вӗсене ҫӗре ҫурмалла пани ҫинчен каламастӑп. Калаҫу пӗтрӗ. Акӑ мӗн пулнӑ иккен, вӗсем таҫта ҫакӑн пек сӑмах илтнӗ: утмӑл ҫултан иртнӗ, ӗҫлеме пултарайман карчӑксене пурне те колхоз правленийӗ ҫуркунне… Ӑҫта кайнӑ ман пуҫ? Рада куҫне шӑлса, аяккинерех пӑрӑнчӗ. Унччен те пулмарӗ, моторсем калама ҫук вӑйлан ӗҫлени илтӗнчӗ те, темӗн пысӑкӑш икӗ мӗлке, сывлӑша чӗтрентерсе, тӗлӗнмелле шатӑртатса вӗсен пуҫӗсем ҫинченех иртсе кайрӗҫ. Акӑ вӑл чупать! — Ме, ачам. Шанатӑп, эсӗ манӑн кӑвакарнӑ пуҫӑма нихӑҫан та мӑшкӑл тӑвас ҫук. Ачана кравать ҫине вырттарчӗ. — Вӗҫекен фламингӑна ухӑ йӗппипе танлаштарса пӑхни вӑл тӗрӗс мар. Вӑл Морис-мустангерпа пӗр евӗрлӗ пулнине, сеттльментри юланутсем ним те курман. Тачка та тӗксӗм ӳтлӗ, хура ҫӳҫлӗ, ансӑр ҫамкаллӑ, куҫӗсем хӗсӗнсе ларнӑ пӗр ҫын пырса кӗчӗ. Ирхине Шурӑн ҫырӑвне вуланӑ хыҫҫӑн, эпӗ питӗ пӑлханса кайрӑм, сире те хытӑ ҫилентӗм: кам эпӗ халь, терӗм!.. Унтан ӑна Люба Маякина аса килнӗ. — Кайӑрах килӗрсене, эсир халӗ кирлӗ мар, ҫитӗ кун чухлӗ тӑнипе, — терӗ Дубровский. Сӑмах майӗн каласан, ман шутпа, вӑл Катьӑна качча илесшӗн курӑнать. Анчах ҫак сасӑсем витӗрех пӗрпек кӗрлев илтӗнет. — Чунӑм… пытан!.. — Халӗ ӗнтӗ мӗн кирли пӗтӗмпех пур, — терӗ Том, — ӗҫ хатӗрӗсем ҫеҫ кирлӗ; ну, вӗсене тупма йывӑр мар. — Куратӑп, куратӑп… Пурте пулнӑ. Павел ку ҫын Жаркий иккенне палларӗ. — Кит пулӑ мар вӗт: сывлӑш ӑна ҫынна кирлӗ пекех кирлӗ. Хулкки чӑма-чӑма илет, ҫиппи карӑнса туртӑнать. Саша та кухньӑна тухрӗ, вӑл унта сак ҫине ларчӗ те, аллисене пуҫӗ хыҫнелле хурса, калаҫма пуҫларӗ: — Ҫапах та — тӗрме вӑйсӑрлатать. — Джонни! — хыттӑн кӑшкӑрса ярать амӑшӗ. Элен пӗчӗк туземеца питӗ кӑмӑлласа фургон ӑшӗнчен тухрӗ. Часах мӗнпур отрячӗпех тарӑн ыйӑха кайнӑ ача тавра кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Вӑл хӑй майӗпе анаталла юхса, пире ҫул та кӑтартса пырӗ, тепӗр енчен ӗҫес килсен те аптӑратмӗ. Джемма! — Мӗн тума кирлӗ вӑл? Ӑҫта пултӑр вӑл кам та пулин икӗ михӗ сӗлӗлле пӑшал улӑштарни? — Тилӗ ҫури тӑшмана сиснӗ, вигвамран тухрӗ те хӑранипе часах каялла кӗчӗ. Пӑхма вӑл станицӑра ӗлӗкхиллех пурӑнать пек курӑнать, анчах та унӑн чун-варӗнче пурте тепӗр майлӑ ҫаврӑнса ларнӑ. Хӗрарӑмсем! Чиркӳрен нумаях пулмасть ҫеҫ таврӑннӑ Емельян Пантелейпе юнашар ларать, аллисене сулкалать, ҫавна май аран илтӗнекен хӑйӑлти сасӑпа юрлать: «Сана мухтатпӑр…» Ҫуллахи чӑн-чӑн аслатиллӗ ҫумӑр. «Комиссар алли вӗт ку!» Эсир сыхланмасӑртарах уҫӑлма тухса ҫӳренӗ чухне эпӗ, сире хуралланӑ пек, сирӗн хыҫӑртан пӗр тӗмрен тепӗр йывӑҫ тӗмӗ хыҫне йӑпшӑнса пыраттӑм. Эпӗ хам пур ҫӗрте сире нимле хӑрушлӑх та пулас ҫук, тенӗ шухӑшпах телейлӗччӗ. — Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — Ҫитӗ сире… Меркурийпе тата пысӑкрах инкек пулса пырать. Ман ҫинчен, ман пуласлӑх ҫинчен аннене мӗн те пулин калама пултаратӑр эсир… Сасартӑк эпӗ темӗнле туртӑнса силленнине сисрӗм; сулӑ хытӑ япала ҫумне пырса ҫапӑнмарӗ, анчах аялалла ӳкнӗ ҫӗртен сасартӑках чарӑнса ларчӗ; пӗтӗм шыв темӗн пысӑкӑш шыв юпи сулӑ ҫине кӗрлесе анчӗ. Акӑ ӗнтӗ, юлашкинчен, ун сехечӗ ҫитрӗ, чаршав ҫӗкленчӗ те тутасем уҫӑлаҫҫӗ, куҫхаршисем ҫӗкленеҫҫӗ. — Ытарма ҫук хӗр ӑна курах кайрӗ — кунта ӗнтӗ хӗвел ҫутатнӑ пек ҫутӑ та, вӗҫӗ-хӗррисӗр хаваслӑх та!!! Унӑн ним аса илесси те, ним ҫинчен шухӑшласси те килмерӗ, часрах ҫывӑрса кайса, пурне те манасшӑн ҫеҫ пулчӗ вӑл. — Эх, ба-тень-ка! — йӗрӗнсе, типпӗн те хисепсӗррӗн каласа хучӗ Слива, темиҫе минут иртнӗ хыҫҫӑн, офицерсем килӗсене саланма пуҫласан. Ҫавӑнпа турӑ пире ятланнисен ятлассине тивӗҫтерчӗ иккен, таптанаканнисене таптаттарма ирӗк пачӗ иккен… Сывӑ-и, тӑванӑм?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Киш таврӑнсан, канаша пыма чӗнсе ун патне ятарласах йыхравҫӑ янӑ. Ӑҫта сирӗн лашӑр? Кунта княҫӑн темиҫе хӗрӗ пур. Эпӗ сире кӗттерсе тӑратмӑп. — Кунтан лайӑххине шухӑшласа та тупас ҫук. Ку пит аван, — тесе каларӗ майор, алӑк патнелле утса. Ҫав самантра темле моряксем тухрӗҫ тек, вӗсене пырса ҫапӑнтӑм, пӗри калать «Поляр каҫӗн йӑлине пӗлменни организмра витамин ҫитменнине пӗлтерет» терӗ. — Анфиса аппа ӑҫта? — ыйтнӑ Фома, халӗ, ашшӗпе ҫеҫ юлсан, хӑйне темскершӗн аванах мар туйса. Укҫи кивӗ, икӗ енӗпе те якалса пӗтнӗ вунӑ пус, ҫитменнине тата шӑтӑклӑскер пулчӗ. Правительство хушнине вӑл лайӑх пурнӑҫланӑ, вара унӑн кӑтартӑвӗсемпе хӗрӗх миль тӑрӑшшӗне ҫул хывнӑ; кун хыҫӗнчен Говит Кристчерча тавӑрӑннӑ та, хӗл ҫывхарса килнине пӑхмасӑрах, ӗҫсене малалла тӑсма шутланӑ. Пиллӗкмӗшӗ ҫав тери ҫывӑха ӳкрӗ, — ҫӗр чӗтресе кӗрлесе илчӗ, ҫурмаран хуҫӑлнӑ хурӑн тӑрри хуллен кӑна шӑхӑрса, лаплатса ӳкрӗ. Ҫак ырӑ вӑрмана ярса илесшӗн эпӗ санпа хӗҫпеле тавлашса пӑхмашкӑн чӑн-чӑнах та хавас. Грассини патӗнче ҫын нумай пулсан та ытла савӑнмаллах пулмасть тесе Мартини малтанах калани тӗрӗс пулчӗ. Халь ӗнтӗ вилесси е хӑвӑртрах инкек-синкеке сирсе ярасси ҫеҫ юлчӗ. Эпир хӗрхенӳсӗр вӑрҫӑ пуҫлатпӑр. Личникӗ «ӳтне» ҫырсан, иконӑна чеканкӑ тӗрри ҫийӗпе «финифть» хуракан мастер аллине параҫҫӗ; сӑмаххисене те уйрӑм мастер ҫырать, лакпа мастерскойӑн управляющийӗ Иван Ларионыч, йӑваш ҫын, хӑй сӗрет. Сирӗн патӑртан хуторсем тӑрӑх каятпӑр. Уҫӑ тинӗсе! — Мӗн?.. Пурте пӑшӑрхануллӑ тата канӑҫсӑрлӑ пулнӑ, анчах мӗншӗн? Артамонов вӑрт кӑна ҫаврӑнса пӑхрӗ; алӑк патӗнче аллине урай шӑлмалли щетка тата кипке татӑкӗсем тытнӑ хӑрах куҫлӑ карчӑк тӑнӑ. Вӑл ӗнтӗ Инсарова хӑйне кӗтме пуҫларӗ… Акӑ ӗнтӗ вӑл, хуларан аякка тухса кайрӗ те, пӗр сулхӑн сукмакпа чугун ҫул ҫине тухрӗ. Ҫак саманта пурте сывлама чарӑнса кӗтсе тӑчӗҫ. Вӑл юратать… Вӗсем мана кӑмӑллӑн йышӑнчӗҫ, Шишкинӗ каларӗ: — Астӑватӑн-и, эсӗ ман пата эртеле кӗме ыйтнӑччӗ? Пирӗн пурӑнас килет! Вӑл суту-илӳ е хуҫалӑха ертсе пырас тӗлӗшпе хӑй питӗ пултаруллӑ пулнине кӑтартрӗ, тӗлӗнмелле ҫеҫ ӗнтӗ ун пултарулӑхӗнчен! — Килӗшрӗр! Каҫ тата тӗттӗмрех, тата хурарах та ӑшӑрах пулса кайнӑн туйӑнчӗ. Тӳпери Поляр ҫӑлтӑрне тупма лайӑх вӗрен, ҫакна пӗлни сана ӳлӗмрен кирлӗ пулӗ. — Пӑхӑр-ха, епле лайӑх хыр! — терӗ Софья хавассӑн, амӑшне йывӑҫ ҫине кӑтартса. Тӑшмансем пӗр-пӗрин патнелле сасӑ хӑвӑртлӑхӗнчен те пысӑкрах хӑвӑртлӑхпа ҫывхарчӗҫ. Айӑпланакансене илсе тухса кайрӗҫ, тухса кайнӑ чух вӗсем кула-кула, тӑванӗсемпе палланӑ ҫынсене пуҫ сулчӗҫ, Иван Гусев вара такама хуллентереххӗн:— Ан хӑра, Егор!.. — тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫапах та ачан алли чӗтренсе илчӗ те чашӑкӗнчи кофе тӑкӑнса кайрӗ. Лось ӑна кимӗрен ҫӗклесе кӑларчӗ, ҫерем ҫине тӑратрӗ те — ун умне пӗшкӗнсе ларчӗ. Аслӑ, пуян, амбициллӗ ҫын пулӑн ун чух, аннӳ питӗ хытӑ савӑнӗ. Эпир шыв юхӑмӗпе кӗрешмен пулсан, эпир ҫыран хӗррине, икӗ шлюпка тӑракан вырӑна тухмалаччӗ, кунта кашни минутрах пиратсем тухма пултарнӑ. Варламов куҫне хутор ҫинчен илмесӗр тем калаҫать; лаши канӑҫсӑррӑн пӗр ури ҫинчен теприн ҫине пускалать. Кама-ха? — Ав мӗнле! Ну, эпӗ ҫапах та ун пырне касса татма кирлӗ мар пулӗ тесе шутлатӑп. Сана мӗнле чӗререн каласа парӑн-ха? Чаплӑ хирург хӑйӗн хӗрӗ умӗнче Корчагина тӗплӗн пӑхрӗ. Ҫапла, эпир ҫӳлелле хӑпаратпӑр! — Санӑн час-часах шыва кӗмелле, — тенӗ ӑна Николай Петрович. Вӑл хӑйӗн типсех ҫитеймен пӗвисенчен пӗринче пир карса шыва кӗмелли пысӑк вырӑн турӗ. Халь эпӗ ҫулне пӗлетӗп… Алвиш тӑнлӑн тытса чарчӗ те ӑна ун аллине ҫунакан хӑйӑ тыттарчӗ. Ҫук, эсӗ мана ӗҫлесе пар… Савельич та кунтах. Лешсем старике лаши ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ, ҫыхса пӑрахма хатӗрленеҫҫӗ мӗн. Ҫак пӑшӑрханмалла мар сӑмах, тен, сывлӑшри ҫапӑҫура пулса иртекен япаласенчен чи хӑрушшине пӗлтерет пулӗ. Гостиницӑна тытса тӑраканни вӗсене икӗ лаша пачӗ, вара татах вӗсем Туфольд бухтин хӗррипе пыракан ҫурҫӗр ҫулӗпе ҫӳрерӗҫ. Жоржеттӑн хальхинче те макӑрасси килчӗ, анчах вӑл: кулни авантарах, тесе шутларӗ пулас, макӑрса ямарӗ. Гусев каллех пуҫ тӳпинчен кӑтӑртаттарчӗ те кулать: — Тӑватӑ республика йӗркелерӗм. Таука сиснӗ инкеке куҫсем курмаҫҫӗ пулсан, вӑл ҫывхарса килнине хӑлхасем илтеҫҫӗ. Чӑнах та кӑнтӑр енчен, таҫтан питӗ инҫе ҫӗртен, пролив шавланӑ пек, шыв шавласа ҫывхарнӑ сасӑ илтӗнет. Кӑнтӑртан вӗрекен нӳрлӗ ҫилсем хӑйсемпе пӗрле шыв тусанне вӗҫтерсе килеҫҫӗ. Кайӑксем темӗнле хӑрушлӑхран хӑтӑлас тесе, ухӑ пек ярӑнтарса пӗр еннелле вӗҫеҫҫӗ. Вӑл манран пуҫланӑ пулӗччӗ, вара илӗртме тытӑнӗччӗ: эс апларах, эс капларах, санра резервсем пур, вӑл ҫапла илӗртме пуҫласан, эпӗ пӗр гектар вырӑнне — иккӗ илнӗ пулӑттӑм, унтан эпӗ, ҫӳҫсене патак пек тӑратса, уссие хулпуҫҫисем таран ярса, хамӑн мӗнпур конкурентсене хистеме звеносем тӑрӑх тухса кайнӑ пулӑттӑм. Метис салхуллӑн пӑхма пуҫларӗ. Ну, кала, ӑҫта пултӑн? Ӑҫта сире! — Мӗн мурла ӗҫ ку! Доктор Ливси ухмаха тухмарӗ пулӗ-ҫке? — терӗ вӑл. Кӗмӗл тӗтре пек йӑлкӑшакан ҫӑмӑл сывлӑшра пурте курӑнать. Ҫапла, рабочи класӑн геройӗ — пирӗн хаклӑ юлташ. Румыни комсомолецӗ ҫавӑн пек вилсе выртнӑ. — Василий Васильевич парнине ҫухатас марччӗ; унтан тата — ҫӗр-пӳртре манса хӑварнӑ романа кам та пулин ҫаклатса ан кайтӑрччӗ, ӗнер ӑна чи интереслӗ вырӑна вуласа ҫитнӗччӗ, — ҫакӑн пек пулчӗҫ ун шухӑшӗсем… Итлемест те пулӗ тен, ӑшӗ вӑрканипе тепӗр гасиенда ҫинелле, хӑйӗн юратнӑ кавальеро пурӑннӑ ҫӗрелле пӑхать пулӗ. — Пӗр-икӗ ҫул хушши тӑрӑшса вӗреннӗ хыҫҫӑн эсир лассона пит те аван ывӑтма вӗренсе ҫитӗр. Анчах ырӑ анне мана ку мӗнле хӑна пулни ҫинчен вӑрттӑн пӗлтерчӗ, — ӑна атте каласа панӑ. Ҫав кун каҫалапа ӑна каллех суда чӗнтерчӗҫ, анчах хальхинче Николаевпа пӗрлеччӗ ӗнтӗ. Вӑл Алексее хӑйӗн «ӗҫне» тыттарчӗ те, ҫав вӑхӑтрах ун аллине хуллен кӑна чӑмӑртаса илчӗ. Стакан хыҫҫӑн стакан ӗҫсе бутылкине пушатсан, вӑл уссийӗсене ӗмсе илчӗ те каларӗ: — Эсӗ, кайӑк, пысӑкрах пулнӑ пулсан, эпӗ сана нумай вӗрентнӗ пулӑттӑм. Епле алӑ пусса ярасси пирки те чылай шухӑшласа тӑчӗ. — Эсир мӗн пирки калатӑр? — ыйтрӑм эпӗ. — Ҫапла, паллӑ. Унран уйрӑлас тесе (ҫитменнине, эпӗ кӗтсе ывӑнсаттӑм), кайнӑ еннелле темиҫе утӑм турӑм; унтан тӑкӑрлӑк вӗҫне ҫитрӗм те пӗр кӗтесе пӑрӑнса тӑтӑм. — Эсӗ сирӗн электростанцинче монтер чирленӗ, терӗн. Тӗлӗнмелле чӗрчун, аякран ҫаврӑнса ҫитнӗ те, ман умне тухса тӑчӗ. — Кайма вӑхӑт. Англире пурӑнакан кирек хӑш ҫынна та тытса хӗртет. Вӑл, хӑйӗн тисс ҫӗмренӗнчен тӗллесе ухӑ ярсан, вунӑ центлӑх укҫана та миля ҫурӑран тивертнӗ. Пусма ҫинче тӑракансем чупса анса кайрӗҫ, ҫӳлтен анакан ҫын ҫине пурте шикленсе пӑхрӗҫ: пурте айккинелле сирӗлчӗҫ, куҫа курӑнакан хӑрушӑ япаларан хӑраса тарнӑ пек, тарса пытанчӗҫ. — Ҫапла пулас. — Ҫав юрӑхсӑр татах та ҫын пуласшӑн иккен, — терӗ майор. Эпӗ сывлӑшрах тӗтре пек ҫӗкленсе ҫӳрекен пӑс ҫинелле, ун витӗр мӗн те пулин курас тесе тӑрӑшса пӑхатӑп. Вӑл ҫавна тӑвасшӑнах. — Эпӗ Карл Иваныча ачасемпе пӗрле илес тетӗп. Вӗсем хуторта пулман вӑхӑтра Давыдов икӗ кулак хуҫалӑхӗнчи пурлӑха опись туса тухрӗ, хуҫисене килӗсенчен кӑларса ячӗ. Фома, ун ҫине пӑхса илнӗ те, тарӑхупа кӑшкӑрса янӑ: — Мур ҫисе каясшӗ! — Эп хатӗр-ха, капитан, — тавӑрчӗ боцман, — анчах ӑнӑҫсӑр хытӑ ишнӗ хыҫҫӑн пирӗн улашка сасартӑк лӑпланни иккӗлентерет мана… Чӑххисем те ара, хӑйсем хӗрарӑм йӑхӗ темелле ӗнтӗ, ҫавсем те пулин пӗрне-пӗри киккирикӗсенчен ярса илеҫҫӗ те — ей, тӗркешеҫҫӗ вара карташ тӑрӑх! Ҫакӑн пек илӗртсе пуҫларӗ софта хӑй сӑмахне… сӑмахӗ вӑраха пычӗ, кӗл тӑвакансем ӑна тимсӗлсе итлерӗҫ, вӗсен пит-куҫӗсем те йӑлкӑшса кӑна тӑчӗҫ. Ан та шутла! Вара хутор тӑрӑх тем тӗрлӗ сӑмах-юмах та ҫӳре пуҫларӗ: — Колхозсене салатса яраҫҫӗ! — Ӗнесене каялла тавӑрса пама Мускавран приказ пур тет. — Кулаксене каялла илсе килсе колхоза кӗртеҫҫӗ тет. Унӑн мӗн те пулин, кукуруза пеккискер, пӑртак ҫиес килет тата пырне шывпа йӗпетсе илес килет. Ӑҫтан пӗлетӗн эсӗ мана? Ларать трон ҫинче ахалех… ну, тен, вӑрҫӑ пулсан, вӑрҫа каять. Вӑл сӑнӗпе илемсӗр мар, калаҫма юратаканскер; вӑл хӑйӗн карланки тӗлӗнчен темшӗн хӗрлӗ шӑртсем ӳстерсе яни тата, кунтан та ытларах, унӑн жилет тӳмисене вӗҫертсе пӗрмаях кӗпи айӗнче кӑкӑрне хыҫас йӑла пурри мана уйрӑмах хытӑ тӗлӗнтерчӗ. — Ӑна мана станцире Жухрай пачӗ, — персе ячӗ вӑл, ҫавӑнтах хӑй апла калама юраманнине астуса илчӗ те: — Анчах вӑл мана ҫырӑва никама та пама каламарӗ, — тесе хушса хучӗ. Вӑл йытта чӗнчӗ. Ӑслӑ чӗрчун часах шыва шуса анчӗ те, урисемпе вӑйсӑррӑн авӑсса, шлюпка патнелле ишрӗ. — Сан пит ҫинче темле йӑрӑмсем пур. Леш хваттертен куҫма шутларӑр пулсан, пӗр пӗчӗк дача тара илмеллеччӗ. — Кӑмӑла каймасть, сэр. Ҫав улаласа ҫырса пӗтернӗ хӑмасем пит кичем вилӗ пек туйӑнаҫҫӗ; вӗсене чӗрӗлтерсе яма пултараканни ҫук, анчах вӗсем чӗрӗ пулнӑ та, темле тӗлӗнмелле ҫухалнӑ пек, хӑйсен йывӑр тумтирӗсене ҫеҫ хӑварнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Алексей ҫав йывӑҫ конькине тӗп хунӑ кивӗ ҫӑматӑсем ҫумне кантрасемпе ҫыхса, пӗчӗк патаксемпе пӑркӑчласа лартнӑ та, пӑр ҫине кайнӑ. Мастерскойри ҫынсем ахӑлтатса кулатчӗҫ, эпӗ мӗн туса хӑтланнисене пӑхса, мастерсем хӑшпӗр чух ӗҫлеме пӑрахатчӗҫ, анчах яланах ун хыҫҫӑн Ларионыч мана канаш паратчӗ. Ӑна, хӑй кӑмӑл тунӑ пек, аннен вилтӑпри ҫинчи чассавнинчен инҫе мар пытарнӑ. Морган ҫӗре ӳкрӗ те, ҫӗлен пек шуса кайрӗ. Пирӗн Независимость текен форта ҫитичченех хӗвелтухӑҫнелле каймалла — пире вӑл ҫула май пулать. Унта эпир Грант капитан ҫинчен хыпар илтеймесен те, Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенчи индеецсем ӑҫта кайса кӗнине пурпӗрех пӗлетпӗр. Вӑл хӑйӗн кресли ҫине майлашса ларчӗ те часах ҫемҫелсе шӑпланчӗ, унтан пуҫне чиксе ҫывӑрса кайрӗ. — Тен, унӑн, иртен-ҫӳренӗн, ҫиесси килет? Эсӗ мана яланах асра тытассине шанма пулсан, …юратасси ҫинчен каламӑп та, — ҫук, асра ҫеҫ тытсан, вара… шанса тӑма пултарӑттӑм… — Вӑл каҫарас ҫук ӗнтӗ, — лӑпкӑн килӗшрӗ те йӗкӗт каллех кӗнекесене пӑхкалама тытӑнчӗ. Гленарван пӗр сӑмах чӗнмесӗр ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ҫавнашкал ӗҫсене унта йӑпанмалли япала тесе шутлаҫҫӗ. Тӗрӗс тӑвас пулать! — тетчӗ. Ун хыҫҫӑн палламан ҫын ӑна пӗр сехет чӗлпӗр вӗҫҫӗн хӑй тавра чуптарнӑ тата пушӑпа шартлаттарнӑ, ҫав хушӑрах хурӑн барьер урлӑ тата кӑшӑл витӗр сикмелле, чӗвен тӑмалла, урӑхла каласан, хӳри ҫине лармалла тата урисемпе сулкаламалла пулнӑ. Англи премьерӗ темле ачана сигара парнелени ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Лозневой хуҫипе хӑй пыма пултарайманшӑн пӑшӑрханса илнӗ (вӑл тӑма пултарайман), вилекен Андрее хӑш вӑрманта курни ҫинчен тата тепӗр хут каласа панӑ. Хӗрарӑмсем иккӗшӗ те ман кукаҫейӗн ҫиленчӗк туррине, хӑй патне хӑраса ҫеҫ пыма хушакан турра пуҫҫапса пурӑнатчӗҫ; ун ячӗ вӗсен ҫӑварӗнчен те каймастчӗ, — ятлаҫнӑ чух та вӗсем:— Асту! — Леререх вӑл, тип ҫырма хыҫӗнче. — Утрав ҫинче пӗр европеец тӑрса юлнӑ, — тет малалла Паганель, — капрал, шотландец. Кунсӑр пуҫне сулӑ йӗри-тавра пушӑ пичкесем ҫыхса лартрӗҫ, ҫапла вара борт пекки пулса тӑчӗ; ку бортӑн сулӑна пысӑк мар хумсенчен сыхламалла пулать. Тӗрӗссипе каласан, пурте тӗлӗнмелле пулчӗ! Пирӗн слободара пӗр ҫу каҫнӑ пӑру пурччӗ, ытла та сӗкме юратаканскерччӗ хӑй, кӑшт пырса тӗкӗнсенех ҫӑрттан пек хыҫран ыткӑнать те, сана мӑйракисемпе ҫаклатса илме хӑтланать. Любовӗн ачашлас-тӑвасси питӗ те сайра пулкаланӑ: пӗччен старик ун пек чух яланах ҫемҫелсе кайнӑ, чӑнах та вӑл ачашлӑха хирӗҫ нихҫан та ачашпа ответлемен, анчах, ҫапах та, ун пек кӑмӑлӑн хакне аванах туйнӑ. Пайтах вӗлерчӗҫ унта пирӗн йышшисене, калама ҫук. Ҫав вӑхӑтра Марийка витӗнкӗҫне кӑштах сирчӗ те кӗнӗ ҫынсем еннелле ҫаврӑнчӗ. Зиночка хӑйне пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн ӳпкелешсе илнӗ, Алексей ӑна хирӗҫ хаваслӑн шӳтлесе ответ панӑ. Вӗсене ташласан ытти мӑшӑрсенчен нимӗнпе те уйӑрса илме пулман. Ҫакӑн пек шӑпланнӑ вӑхӑтсенчен пӗринче Анна Васильевна Зоя ҫине пӑхса илчӗ. Мӗн таран тӗлӗнсе кайрӑм вара эпӗ, тахҫантан палланӑ ҫын пит-куҫне курсан! Халӗ ӗнтӗ, вӑл ҫак вырӑнтан тапранас пулсан, вӗсен вӑрттӑн шухӑшӗсене итлесе тӑни уҫҫӑнах палӑрнӑ пулӗччӗ… Анчах мӗнрен хӑрамалли пур-ха кунта? Вӑл ирӗксӗрех шӑппӑн пӑшӑлтатса илни унӑн вӑрттӑн шухӑшӗсене палӑртнӑ. Дымовӗ пулӑ чӑмса ҫухалнӑ вырӑна чышкипе ҫапрӗ, унталла ӳкӗнсе те тарӑхса пӑхрӗ. Ҫеҫенхирте кӑвак чечексем ешереҫҫӗ, ҫамрӑк курӑк, кӗсресем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, хӗвел хӗртет, — пӗр сӑмахпа каласан, чӑн-чӑн ажиотаж ӗнтӗ! Кам-ши ӑна ҫавӑн пек тустараканӗ? Халӗ ӗнтӗ вӑл ӗҫсӗр пурӑннӑ, ҫав вӑхӑтра чаплӑ пулнӑ Рукавишниковӑн чиркӳри хорӗнче юрлакан ывӑлӗн укҫипе тӑранса пурӑннӑ. Апла пулин те, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем, хӑйсене хӑрушсӑрлӑхра туйса, турра тав турӗҫ. Акӑ Артамонов, хӑйне тӑп тытса тӑракан ют тумтир тӑхӑннӑскер, хускалма хӑраса, тӗлӗкри пек, ӑшӑ пӳлӗмре, сӗтел умӗнче, типӗ те кӑмӑллӑ тӗттӗмрех ҫӗрте именсе ларать; сӗтел ҫинче никельпе витнӗ сӑмавар чашкӑрать, чейне ҫӳллӗ, хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ, тӗксӗм те сарлака кӗпе тӑхӑннӑ ҫинҫешке хӗрарӑм тултарса парать. — Тӗрессипе каласан, ҫырасса эпӗ ҫырман. — Аҫу ячӗпе мӗнле? Самӑр кӑвак кӑвакарчӑн ҫул ҫине вӗҫсе анчӗ те, васкасах пусӑ патӗнчи кӳлленчӗке шыв ӗҫме пычӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫсем ҫил-тӑвӑл пек хӑвӑрт иртсе пыраҫҫӗ. Халӗ Ромашов пӗччен. Кирила Петрович та, ҫамрӑк мӑшӑра йышӑнса илме, унта тухса кайрӗ. — Эсӗ темскер калаҫатӑн пулас унта? — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ офицер, вӑл ухтарнӑ кӗтеселле пӑхса. Полковник те тӑчӗ. Пупӗ пыман-ха, чиркӳре тӗттӗм те шӑп, шиклентерет те, анчах халӑх пухӑнать ӗнтӗ… — лере, турӑшсем умӗнче, ҫурта ҫутаҫҫӗ, кунта та чӗртеҫҫӗ, вара — турӑ ҫуртне ҫутатса, майӗпен тӗттӗме сиреҫҫӗ… Российӑри пӗр инҫетри кӗтесре пысӑках мар ялти масар пур. Унӑн питӗнчи мӗн-пур пӗркеленчӗксене лӑпкӑ ҫил вӗрсе якатрӗ те суккӑрсем курман тавралӑхри тӳлек те мирлӗ самант сывлӑшӗпе чӳхесе тасатрӗ, теме пулать. Мӗн пур кунтан лайӑххи? Булака ҫитсен эпӗ унран вӑл хӑш ҫуртра пурӑннине аран-аран пӗлкелерӗм. Ҫапла ӗнтӗ ҫав ҫуртсем чухӑнсем, ыйткалакансем валли, тетӗн? Христос пиллӗхне пурнӑҫлас тӗлӗшпе, тетӗн?.. Ӑҫта вӑл? Мӗнле-ха вара, эсӗ вӑрманти, уйри тата ытти тӗрлӗ чӗрчунсене тивме юрамасть тесе каларӑн-ҫке? — Ыран. Вӑл пӑр ҫинчи пур ҫынсене те виҫшерӗн уйӑрса пӗчӗк ушкӑнсем турӗ, пар кӑларма унтан ытла ҫын кирлӗ пулман. Вӑл вӑрмантан башньӑна, башньӑран каялла — никама курӑнмасӑр ҫӳреме пултаратӑп. Тӑшман замока ҫӗмӗрсе кӗрсен те никама тупаймасть… Ку енчен вӑл чӑнахах ют ҫын, анчах государство пурлӑхне сыхлать, эпир ют ҫӗршывсенчен илсе килнӗ инструментсене пӑсатпӑр. Инсаровӑн кӑмӑлӗ ҫирӗп пулнине Берсенев тахҫанах пӗлет; анчах халь ӑна, унпа пӗр пӳртре пурӑнса, Инсаров хӑй мӗн те пулин тума пулса сӑмах панине нихҫан та ырана хӑварманнине, ҫавӑн пекех пӗрре шутласа хунине те нихҫан та улӑштарманнине тӗппипех ӗненсе ҫитрӗ. Берсенева, тӗп вырӑс ҫыннине, Инсаров ӗҫе нимӗҫсенчен те тирпейлӗрех тата вӑхӑтра туса пыни малтанах культурӑсӑртарах пек, кӑштах кулӑшла пек те туйӑнатчӗ; анчах часах вӑл ҫакна хӑнӑхса ҫитрӗ те, ҫак тирпейлӗхе хисеплӗ йӑла вырӑнне хумасан та, лайӑх тесе йышӑнчӗ. Ахалех никам та ним те тумасть, пӑхмашкӑн ҫеҫ вӑл ахаль пек туйӑнать. — Ҫавна калатӑп та эп: ытах та купец хаҫата хӑй ертсе пырсан, вӑл ун чух кирлӗ… Ҫук, эп хӑрса ларман-ха. — Мӗншӗн? Макарӑн март ирӗн хӑмӑр-кӑвак ҫути ӳкнӗ сарӑхнӑ сӑн-пичӗ ҫинче темскере кӗтекен кулӑ шаках хытса ларнӑ, саркаланчӑк куҫхаршийӗсем асаплӑн туртӑнкаласа хускалаҫҫӗ… «Ҫӗртен Уйӑх патне ҫитиччен» калавра Ҫӗр тавра вӗҫтерсе янӑ совет спутникӗсем ҫинчен асӑнса хӑварнӑччӗ. Эсӗ килне каятӑн вӗт? — Анчах та — мӗншӗн вилме кирлӗ-ха? — шӑппӑн ыйтнӑ Фома. — Ӑна ыран курӑпӑр, — терӗ майор. — Ҫӗр каҫар-ха. Мартини питех те лайӑх пӗлекен «мадонна Джемма» хӑйӗн ҫинчен кашнинех пӗлтерме юратман. Ҫакӑн пек каласа панисене эпӗ, опытсӑр ҫын тата ялта «пурӑнманскер» (пирӗн Орёл кӗпӗрнинче ҫапла калаҫҫӗ), темӗн чухлех илтрӗм. Бяла Черквапа унӑн йышшисем хамӑр пӗтӗм шанчӑка улталарӗҫ, Клисурӑна пӑтраштарса хӑрушша хӑварчӗҫ… — Анчах мӗнле илсе ҫитерес-ха ӑна? Хайнс та ыттисемпе пӗрлех хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ те, манӑн алла вӗҫертсе, пӗтӗм вӑйран тупӑк патнелле ылтӑн курма талпӑнчӗ; эпӗ, унран хӑтӑлса, ҫул ҫинелле мӗнле тарнине те астумастӑп. Ку япалана Марыся, ытти хресченсем пекех, ҫине тӑрса турӗ. Анчах та вӑл вӑйсӑрлансах пычӗ. Павел уткаласа ҫӳрерӗ, унӑн урисем айӗнче урай чӗриклетрӗ. — Кала, ачам, мӗншӗн? — ыйтса пӑхрӗ Гленарван, Роберта ырӑ кӑмӑлӗпе савса. — Ха-алӑх! — тенӗ Фома, питне ыратуллӑн пӗрӗнтерсе. Эсир ухмаха ертӗр-им-ха, юлташсем? — Телее, асӑрхануллӑ ҫутҫанталӑк наркӑмӑшпа юнашар ӑна сиенсӗрлетмеллине те туса хунӑ, — палартрӗ Дик Сэнд. Пӗрре хӑй шухӑшне каласа панӑ пограничник ҫапла хушса хунӑ: — Вӑл кирек кам пултӑр та — этем-и, шуйттан-и е кӗлетке-и, эпӗ пурӗпӗрех нимле сӑлтав та курмастӑп: мӗншӗн пирӗн унӑн йӗрӗ ӑҫталла кайнине пӑхса сӳрес мар-ха? Эпӗ хӑрамастӑп, эсӗ хӑратӑн? Алексей ӑна хӑвӑрт кӑна пӑхса тухрӗ те, хӑйӗн хушаматне тӗл пулмарӗ. Кахалланса кайнӑ прислуга хӑйӗн хуҫи сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен таврӑнни ҫинчен пӗлсен, хайне расчет парса кӑларса ярасран хӑраса ӳксе, ҫав тери васкаса шӑлать, тасатать, юхӑнса кайнӑ ҫурта йӗркене кӗртме тӑрӑшать. Ҫынсем халь ҫавӑн евӗр пулса кайрӗҫ. — Театр вӑл — шкулпа пӗрех, Фома, — вӗрентсе каланӑ Люба. Ачисем пусма карлӑкӗсене хурӑнпа вӗрене турачӗсемпе капӑрлататчӗҫ-ха, хывӑнмалли ҫӗрте урайӗнче темӗн чухлӗ турат купаласа хунӑччӗ, чаплӑ лару пулмалли зала кӗнӗ ҫӗрте «25» тесе ҫырнӑ тем пысӑкӑш цифр силленсе тӑрать. — Вӑл Иван Захарыча пирӗн тарӑхтарас пулать, хӑйне мӗнле канаш пани ҫинчен каласа патӑр. Эпӗ кайсан, кунта никам та салхуланса юлас ҫук, тунсӑхламӗҫ те. У-у-у-ух! Ун хыҫҫӑн шалкӑм сумӑр чашлаттарчӗ, «Пилигрим» йӗри-тавра ҫара тӗтре йӑсӑрланчӗ. Сире арестлесен пӗтӗм ӗҫ пӗтсе ларать. Эпӗ кирек епле пулсан та каятӑп терӗм те, кунта самаях лартӑм тесе ура ҫине тӑтӑм, тухса каясшӑн пултӑм, анчах княгиня мана чарчӗ. — Халӗ, — терӗ пичче, — тинӗс шывӗ хутшӑнса чакас вӑхӑт ҫитрӗ, ҫавӑнпа пирӗн ҫавна сӑнаса вӗренсе юлмалла. — Хирте ҫавӑн йышши курӑк пур, — пиҫен теҫҫӗ ӑна. Вӑл ҫак сӗм вӑрман варрине ӳкни уншӑн лайӑх та, япӑх та пулнӑ. Ун пек характерлӑ ҫынсем XV-мӗш ӗмӗрти йывӑр вӑхӑтра кӑна, ҫынсем вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрес йӑлине пӑрахсах ҫитереймен ҫӗрте Европӑн пӗр кӗтессинче ҫеҫ пулма пултарнӑ; ун чухне малтанхи пурӑнӑҫ йӗркисемпе пурӑнакан пӗтӗм кӑнтӑр Российӑран хӑйӗн князӗсем тухса кайнӑ; ӑна вара лӑпланма пӗлмесӗр пыра-пыра тапӑнакан монгол вӑрӑ-хурахӗсем ҫаратса, ҫунтарса пӗтернӗ, ҫурт-йӗрсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем хӑюлланса ҫитнӗ; кӳршӗсем усал пулнӑ пирки тата яланах хӑрушлӑхра сехӗрленсе пурӑннӑ пирки, вӑл, ҫунса тӑракан ҫӗрех пурӑнма вырӑнаҫнӑ та, ҫак хӑрушлӑха тӳрех куҫран пӑхма хӑнӑхса ҫитнӗ, ҫӗр ҫинче шиклӗх пуррипе ҫуккине те манса кайнӑ; ҫавӑн чухне вара авалхи славян ҫыннин чӗри ҫапӑҫу хастарлӑхӗпе тулнӑ, тӗнчере вырӑс ҫутҫанталӑкӗн сарлака та ирӗк вӑйӗ — козачество пуҫланса кайнӑ; мӗнпур юханшыв тӑрӑхӗсене, юханшыв урлӑ каҫмалли вырӑнсене, ҫыран хӗрринчи сӗвек те майлӑ вырӑнсене козаксем йышӑнса тухнӑ, вӗсен шутне никам та пӗлмен; хӑюллӑ козаксем вӗсен шутне пӗлме тӑрӑшакан султана ҫапла ответлеме пултарнӑ: «кам пӗлсе ҫитерет вӗсене! вӗсем пирӗн ҫеҫенхир туллиех ларса тухнӑ; ӑҫта байрак, унта козак» (ӑҫта тӗмеске пур, унта козак та пурах). Челкаш, кимӗ хӳринчен ҫӗкленсе, кӗсменне алӑран пӑрахмасӑрах, хӑйӗн сивӗ куҫӗсемпе Гаврилӑн шурса тӗссӗрленнӗ сӑн-пичӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ҫыру. Вӑл пӗрре те иккӗленмерӗ: ун ҫырӑвне илсен, Джемс Уэлдон, ку ҫулҫӳрев хӑрушшине пӑхмасӑрах, тӳрех Африкӑна, ун чи хӑрушӑ вырӑнӗсене персе ҫитӗ. — Тухса кайӑр кунтан… господасем! — терӗ Алексей, алӑк ҫинелле кӑтартса. Сасартӑк старик ҫӳҫенсе кайнӑ, унӑн урисем чӗтӗре пуҫланӑ, куҫӗсем мӑчлатнӑ, вӑл алӑк янахӗнчен тата хытӑрах ярса тытнӑ. Мӗнле ӗмӗт пуррине ҫеҫ ниҫтан туйса илеймерӗм-ха, мӗншӗн тесен Николай Антонычпа Ромашка хушшинче пӗр кӑмӑллӑх ҫинче ӗлӗк мӗнле пулса иртнипе ҫеҫ тишкерме пултаратӑп-ха эпӗ, халь ҫав пӗр кӑмӑллӑх мӗнле иккенне питӗ начар пӗлетӗп. Ирсӗр суя сӑмах вӑл, юлташсем. Ӑна лӑплантарма тӑрӑш. Сарӑ, вараланчӑк ушкӑнсем, пӑшалӗсене урисем ҫумне тӑратса, ҫурмаран ҫурнӑ кавӑн майлӑ илемсӗр шлёмсемлӗ, йӗри-тавра патронсем чиксе тултарнӑ Петлюра салтакӗсем — «директорин» чи ҫапӑҫма пултаракан дивизи салтакӗсем тӑраҫҫӗ. Ҫав хушӑрах ту сӑрчӗсене тарӑн юр витсе тӑрать, юр витӗр ҫинҫе тӑрӑллӑ курпун симӗс хырсем шӑтарса тухрӗҫ, ҫиҫӗм йӑлтӑртатни вара тӑхлан-кӑвак тӗслӗ юр ҫинче тӗлӗнмелле хӑрушӑ пек туйӑнать. Стефчов йӑлт аптраса ӳкрӗ. Пӗтӗмпех — манӑн ӑшра. Адмирал Болголам хӑйне хӑй тытса чараймарӗ. Вӑл манӑн чи юратнӑ япала. Хурӑнсем патӗнче нимӗҫсем кӑшкӑрашрӗҫ, темиҫе секундран Осип Михайлович каллех ҫӳлте курӑнса кайрӗ. Тен вӑл малтан кайнӑ юланута хӑваласа ҫитме хӑтланнӑ пулӗ? Ун пичӗ, Ромашов, хӑй ҫинелле пӗшкӗнсе, шанӑҫлах маррӑн та сехӗрленчӗклӗн:— Сывлӑх сунатӑп, Василий Нилыч, чӑрмантармарӑм-и эпӗ сире? — тесен те, хӑйӗн ыйхӑллӑ сӑнне пач улӑштармарӗ. Кӑвайтсенчен пӗрин патне, хӑй хыҫҫӑн салтаксен пӗчӗкҫеҫ ушкӑнне ертсе, хӑвӑрт кӑна Озеров капитан тухрӗ, — вӑл, яланхи пекех, салтак ватникӗпе, хӑлхаллӑ ҫӗлӗкпе. Ҫынсем кӑна кирлӗ, ҫынсем. — Йывӑр каласшӑн пулнипе мар, анчах вӑрҫӑ тени хӑйӗн лайӑх енне те кӑтартрӗ, — вӑл, пӗр-пӗр ӗҫе пӗтӗм халӑхпа тытӑнсан, темӗн те туса хума май пуррине кӑтартса пачӗ… Ӑна та Володя тесе чӗнеҫҫӗ. Ҫак старик, курсра вӗренсе, начальника тухнӑ. Халь вӑл старшина званине илнӗ те противотанковӑй пӑшалсен взвочӗн командирӗ пулнӑ. — Эпӗ ӑна сыхлӑп, никама та памӑп, илтетӗн-и? Эпӗ хӗр пӳлӗмне илсе каякан пӗчӗк картлашка тӑрӑх чупса хӑпарса, хам ҫуралнӑранпа пӗрремӗш хут Мария Ивановна пӳлӗмне кӗрсе кайрӑм. Тем-тем каласа вӑрҫса та мӗскӗннӗн йынӑшса, каҫхи кану вӑхӑчӗ ҫитессе туйнӑ ӑйӑрсене лӑплантарса, старик, пӗҫҫисене чарса, урапа ҫине тӑчӗ, тилхепене карӑнтарса туртрӗ те шуххӑн кӑшкӑрса ячӗ. Ҫакна вӑл япӑх тата чалӑш-чӗлӗш ҫырнӑ сӑвва вуласа йӑлӑхнӑран тата эпӗ туйӑмсӑррине уҫӑмлӑнах кӑтартакан юлашки йӗркене аттене хӑйне вулаттарса пӑхтарасшӑн тунӑн туйӑнчӗ мана. Пӗчӗк пӳлӗмре Половцев ҫара урисене сивӗнсех кайман кӑмака ҫумне тытса тӑсса хучӗ. Вӑл пӑрака каткине, пӑс тухнӑ вырӑнсене ҫӗнӗ чустапа саплать. Лозневой Костьӑпа пӗрле партизансем патне кайманни ӑна хытах тӗлӗнтернӗ-мӗн, ҫавӑнпа та вӑл, ку мӗне пӗлтернине ниепле те ӑнланайман. Унпа паллашнӑ чух, хӗр ӑна хӑйӗн сивӗ, тарлӑ аллине темле майсӑррӑн, хутлатарах тӑсса пачӗ те, куҫҫулӗ тухичченех хӗрелсе кайса, питӗ асапланса: «Егорова Люда учительница», — терӗ; сӑмахӗсене аран-аран хӗссе кӑларчӗ. — Ҫук… Вӗсем хире кайнӑ… Воропаев ӑна тытса чарчӗ. — Савнӑ Аксель, эпӗ паян каларӑм, ыран та ҫавнах калатӑп, — терӗ вӑл. Ӑнлантар ӑна, Смолин… Манӑн ватӑлнӑ аннем пур, ҫур шалуне ун патне ярса тӑрӑп, ыттине, майӗпен пухса, пӗр пилӗк ҫул хушшинче малалла хам тӗлӗшшӗн пурӑнмалӑх укҫа тӑватӑп, вара bоnsoir Парижа кайса, суту-илӳ ӗҫне тытӑнатӑп. — Мӗншӗн-ха каламалла мар, сывлӑх сунатӑп, атьсемӗр! — тес, ҫапла калама тивӗҫ те». Вӗсем тӗттӗм те тӑвӑр коридора тухрӗҫ, ун тӑрӑх утса каллех ҫавӑн пек залӑра пырса кӗчӗҫ. Ку залӑра ҫӳлте пӗчӗк ҫеҫ чӳречесем курӑнаҫҫӗ. — Укҫа ҫук санӑн. Виҫӗ кун хушши вӗсем пӗр-пӗринпе сӑмах хушман, — ку япала вӗрентекеншӗн те кӳренӳллӗ пулнӑ, мӗншӗн тесен, унӑн ҫак кунсенче хисеплӗ Игнат Гордеев ывӑлне пӗрмаях пӗрресемпе иккӗсем лартма тӗл килнӗ. Мартини кӗнекене хучӗ те итлеме пуҫларӗ. — Каяр, — терӗ вӑл сасартӑк мана алӑран тытса, малалла, малалла! — Ман господин юнкер, ҫапла, офицер мар-ха. Ячӗ унӑн генералӑннинчен — аслӑ ҫыннӑннинчен те аслӑрах. Ҫапах та эпӗ хам тавра пӑхса ҫаврӑнма ӗлкӗртӗм. — Эсӗ мӗн вара — мана ӗненместӗн-и? — кӳренсе, ҫилӗпе ыйтрӗ арҫын, ӑна хирӗҫ хӗрарӑм питӗ ҫирӗппӗн ответлерӗ: — Ӗненместӗп. Ҫавна вӑл шутласах тунӑччӗ, — мӑнастирсенче послушник пулса пурӑнни ҫынсене ҫӑмӑл ҫул ҫине кӑларни ҫинчен вӑл нумай калавсем пӗлетчӗ. Пуринчен ытла ҫак хыпара никама та ан систерӗр, крепӑҫре никам та вӑхӑт ҫитиччен ун ҫинчен ан пӗлтӗр, — терӗ. Вӗсем вӗҫсе тухса каясса чылай кӗтсе лартӑмӑр, анчах вӗсенчен маларах хамӑрӑн тарма тиврӗ унтан. Анчах «Вальдек» капитанӗ Дингӑна Австралире тупман. Анчах вӗсен сӑмахӗсем ӗҫе пушшех арпаштарса яраҫҫӗ. Аким мучи, чупса пынӑ ҫӗртех пӗр хулӑ тупса, вӗсем патне лапӑстатрӗ. Том чылай вӑхӑт хушши хӑйӗн тӗлӗнмелле фокусӗсене турӗ. Шикленмелле акробатика хусканӑвӗ тунӑ хушӑра вӑл ҫав еннелле пӑхрӗ те хӗрача садран кайма хатӗрленнине курчӗ. Урӑх ӑнлантарса-мӗн тӑмасӑр, ватӑ сунарҫӑ йӗрсем тӑрӑх кайрӗ, ыйтса пӗлме хӑтланса, Кольхаун ун хыҫҫӑн уттарчӗ. Ниҫта кайса кӗме те пӗлейми пултӑм: унта сурӑхӗ макӑрать, лере йытти хӑрлатать. Ҫӗрле хӑрушӑ тӑвӑл ахӑрашрӗ, ҫапса ҫумӑр ҫурӗ, аслати хӑватлӑн авӑтрӗ, йӑл та ял ҫиҫӗм ҫиҫрӗ. — Авӑ унта, пӑх. Чи кирли, мадам, вӑл пирӗнпе пурӑнни. Вӑл атте пичӗ тӑрӑх ун юрату тӗлӗшӗнчи вӑрттӑнлӑхӗсене вуласа пӗлесшӗн тӗмсӗлет; ун питӗнче нимӗн те вуласа пӗлейменнипе, хӑй хуйхипе хӑй йӑпаннӑ пек пулса, ассӑн сывлать те хӑйӗн инкекӗ ҫине киленсе пӑхма тытӑнать. О`Брайен, хӑй ҫамрӑк пулин те, вуҫех кукша мӗн. Анчах акӑ шӑтӑкран кӑвак, уҫӑмлӑ, вӑйлӑ пайӑрка пырса кӗчӗ, ку — Сириус, тӳпери алмаз, ҫурҫӗр тӳпин пӗрремӗш ҫӑлтӑрӗ. Ун патне ҫавӑн пекех лайӑх тумланнӑ вырӑс сӑнлӑ ҫын — ун камердинерӗ чупса пычӗ. — Эпӗ пӗтӗмпех эс хушнӑ пек турӑм, патша, — тенӗ ҫакскер. Нестеренко куҫӗсем сасартӑк темле ватӑлса кайрӗҫ, ҫӑвар айккисене тарӑн хутламсем тухса выртрӗҫ, сарлакарах хӗрлӗ пичӗ те тӗссӗрленчӗ, саралчӗ. Мана лайӑх мар пек туйӑнчӗ, эпӗ мӗнле те пулин сӑмахлама пуҫлассисене кӗтнӗччӗ, анчах ним те ҫук. Ҫапӑҫура пиҫсе ҫитнӗ ҫынсем, тытӑҫу вӑхӑтӗнче те кулаканскерсем, халь ним тӑваймасӑр чӗтресе тӑнӑ. Манӑн сире пӗр япала ҫинчен, ют ҫынна шанса калама юраман япала ҫинчен пӗлтермеллеччӗ. Давыдов ӗнтӗ майӗпен ҫилленме тытӑнчӗ, анчах ҫапах та хӑйне тытса чарчӗ-ха. — Эсӗ, Нестеренко юлташ, Шырланпуҫра пӗр кун ҫеҫ пултӑн, ҫак хушӑрах пирӗн ӗҫри мӗн чухлӗ ҫитменлӗхе, йӑнӑша курма ӗлкӗртӗн. Ҫаплах тата эпӗ хама хам мӗнле тытнине те палӑртрӑн… Тӳпене, кӗркуннехи пек, хӑмӑр пӗлӗтсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ. Э? Вӑл хӑвӑрттӑн ман ҫине пӑхса илчӗ, питне пӗркелерӗ, сӑмсине туртрӗ. — Мӗнле тумалла-ха вара? — терӗм эпӗ. Полярнӑйӗнче унӑн та, манӑн та нимӗн тумалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тесен флот командующийӗ, базӑсене тӗрӗслесе тухнӑ май, Архангельска хӑй тухса кайнӑ. Епле? Мӗнле кадрсем тата вӗсем мӗн тума кирлине эпӗ куратӑп, ӑнланатӑп, — куҫне хӗссе илчӗ Варвара. — Эпӗ ӑна калатӑп: «Мӗншӗн юрамасть? Паганель тусӑмӑр ӑссӑр калаҫмасть, ҫавӑнпа та пирӗн нимӗн каллӗ-маллӗ шухӑшласа тарасси те ҫук, тӳрех вӑл кӑтартнӑ ҫул ҫине тухмалла. Вӑл мана тухса кайма тата алӑка яр уҫӑ хӑварма хушрӗ. Вӑл каласа пани мана ҫав териех кӳрентерчӗ. Вӑл мӗншӗн тарман? Ҫав самантрах сасартӑк капан хыҫӗнчен Иван Игнатьич тата инвалидсем пӗр 5 ҫын тухса тӑчӗҫ. — Ахаль чухне вӗҫев тесе кайӑк вӗҫевне, ӳкекен ҫулҫӑпа аэроплан вӗҫевне калаҫҫӗ. — Манӑн ҫитӗннӗ хӗр пур-ҫке, пӗлсемӗрччӗ эсир, вӗсем кунта чей те ӗҫнӗ, калаҫнӑ та. Москитсен йӑхне ҫитӗнсе ҫитмен ҫамрӑк ачасем кӗнӗ, анчах вӗсене ертсе пыраканӗсем е учительсем вырӑнне икӗ-виҫӗ старик пулнӑ. Амӑшӗ хӑйӗн тахҫанхи ӗмӗчӗ ҫитнипе хӗпӗртерӗ — акӑ ӗнтӗ, вӑл хӑех ҫынсене чӑнлӑх ҫинчен калать! Генерал патне ӑна кӳртмерӗҫ. Уйӑхлӑ каҫсенче варкӑш ҫил вӗрсе тӑнӑ чух, чечек ҫеҫкисем кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле кӑшӑртатаҫҫӗ те салана ылттӑн-сенкер тӗслӗ йывӑр хумсем витсе лартнӑ пекех туйӑнать. Политикӑна вӗрентетӗп эпӗ ӑна, лакейланма мар, пурнӑҫ политикине… — Чумандринӑн мӑнтӑр пӳрни пысӑк напряжениллӗ токӑн будкине е кӑвакарчӑн йӑвине аса илтерекен шурӑ ҫурт ҫине кӑтартрӗ. — Рай! Мур илесшӗ! — терӗ Шубин кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ туйӑмпа. — Эпир ҫамрӑк, уксах-чӑлах мар, айван мар: эпир хамӑра валли телей тупатпӑрах! Вӑл ҫук. Парӑр мана аллӑра. Паллах, «Пилигрим» халь Вальпараисӑна каймасть. Акӑ вӑл тухса кайрӗ, анчах та пирӗн капитан кӗнекисене пӑхасах килмест ӗнтӗ. Ӑна тӗплӗн пӑхса пӗтеричченех Егорушка темшӗн сӑрт ҫинче кӑнтӑрла курнӑ пӗччен йӑрӑс тирек йывӑҫҫине аса илчӗ. Лопуховсен килӗнче Лозневой пӗр сехете яхӑн ирттерчӗ. Хӑйӗн халӗ чакса килнине туйса Элен Гленарван кӑкӑрӗ ҫине выртрӗ. — Ну, тӑр, полицие каятпӑр. Татах тепӗр парӑш ҫӗмӗрме васкатӑн пулас? — чӑтаймасӑр персе янӑ старик. Даша инке! Качча каять! — Анчах Мери Джейн нумайлӑха кайманнине, ман шутпа, Гарви тетене пурпӗр пӗлтермелле, унсӑрӑн вӑл кулянма пултарать. Супӑнь пирки ан ман. Ҫакна маншӑн, хӑвӑн вилнӗ аннӳшӗн ту… — Умань еннелле каяс тесе шутлатӑп е Киева. — Эпӗ хамӑн чее ярам-ха. Сеттльментре пурӑннӑ чух мустангерсем яланах лӑпкӑ пурӑнакан ҫынсене усал ӗҫсемпе йӑлӑхтарнӑ. — Мӗн тери хӑрушӑ, — ассӑн сывларӗ Анна Михайловна. — Кам, христус пӗлет ӑна. Ку мана кирлӗ марччӗ-ха, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна, сӑмахне, мӗнле каламаллине те пӗлместӗн, ӗҫ айнех пулатӑп ӗнтӗ. Кӑларса ячӗҫ эппин сана, Павел? Аэлита итлет, пуҫӗ усӑнчӗ. Ларатӑп пӗчченех кабинетра, асапланатӑп, тарӑхатӑп та итлетӗп. Вӑл вагон стени патнелле кайрӗ те, икӗ аллипе те туйи ҫине тайӑнса тӑчӗ. Хӑй пӗрмай кулкаларӗ. Ҫав тери ӗмӗтсӗр жидсем, армянсем тата тутарсем ҫеҫ Сечь ҫывӑхӗнче пурӑнса суту-илӳ тума хӑйнӑ, мӗншӗн тесен, запорожецсем нихӑҫан та хак пирки тавлашса тӑма юратман, ал кӗсьерен мӗн чухлӗ укҫа кӑларнӑ, ҫавӑн чухлӗ тӳленӗ. Паллах, паспорт авантарах. Ҫапах та укҫана илмелле-ҫке пирӗн! — Сире халь ҫеҫ кӑларса янӑ, сирӗн канас пулатчӗ, анчах эсир авӑ мӗн! — терӗ амӑшӗ ассӑн сывласа, пуҫӗпе сулкаласа. Питҫӑмартийӗ унӑн кӑвакарса тухнӑ. Аттисем унӑн тӑмпа лапӑртанса пӗтнӗ. — Ҫапла, ҫапла… — терӗ ӑна Гленарван. — Ҫаксем пурте-и? — канлӗнех ыйтрӗ Сильвер вӗсенчен. Марс ҫинче пурнӑҫра кирли — кислород, атмосфера, ӳсентӑран — пурте пур; кунпа каҫ тата ҫулталӑк вӑхӑчӗ те улшӑнса тӑрать. «Патша тата сана! Потемкин хӑй ку!» терӗ лешӗ. Ыйтам-ха эпӗ сирӗнтен, граждансем, ҫавнашкал киленӗве ӑҫта тупма пултарнӑ-ха эпӗ? Анчах ҫавӑн чул асап курса ирттернӗ харсӑр хӗрарӑмсемшӗн вӑл нимне те пӗлтермест. Уэлдон миссис ачана чуптурӗ те ҫӗр ҫине унпа юнашар выртрӗ, часах вӑл та ыйха путрӗ. — Ҫапла, шӑлӗ вӑл — нимех те мар, — килӗшрӗ Лозневой. Малашне тата та ытларах пулать! — Хӑрушӑ, ваше благородие, ав ӑҫтан каҫса кайрӗ вӑл, — терӗ салтак, халь кӑна шӑхӑрса иртсе урам леш енчи типсе кайнӑ ҫул ҫине пырса ҫапӑнма ӗлкӗрнӗ етре сассине итленӗ май. Акӑ вӑл! Лапсӑрккаланса ӳснӗ куҫхарши айӗн куҫӑмран тинкерсе пӑхса вӑл манран судья пекех тӗпчесе ыйтса ниҫта та урӑх ҫӗрте тупас ҫуккине пӗлеттӗм эпӗ… Ак хайхискер Соколов пурӑнакан ҫурт хапхи патне те ҫитсе тӑчӗ. Телей! телей! Пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ чух, ал-урасем хамӑра пӑхӑннӑ чух, хамӑр анаталла мар, тӑвалла хӑпарнӑ чух пире ҫавӑ ҫеҫ кирлӗ! Павел Тоньӑпа юлашки хут хирӗҫсе уйӑрӑлни халичченхинчен пуринчен те вӑйлӑрах пулнӑ. — Пӑшалшӑн ан тӑр, — терӗ старик, — пӑшалне памасан, награди те пулмӗ. — Пӗтӗм яла айӑн-ҫийӗн ҫавӑрмалла та тытмаллах ҫав пӑлхавҫа, — терӗ хӑрах куҫли, эрех черккине пушатса. Ҫак тӗслӗхрен лилипутсем мӗн тери тӑнлине те, вӗсен патши пурлӑха епле ӑслӑ шухӑшласа тыткаланине те чухласа илме пулать. — Mein Gott! — илтӗнчӗ тепӗр енчен. Вӗсен айне вырӑс виллисем, тӑшман виллисем хӗсӗне-хӗсӗне юлнӑ; ҫав вырӑнтах бомбӑсем, снарядсем, пӗрене хуҫӑкӗсем, блиндаж ванчӑкӗсем выртаҫҫӗ; ҫав ишлӗк вырӑнсенчех канав хыҫҫӑн канав тӑсӑлать, канавӗсенче каллех тӗплӗ ванчӑксем, кӑвак е шенкер шинель тӑхӑннӑ вилесем выртаҫҫӗ. — Эмиль! — кӑшкӑрса ячӗ хӗр. Туроксем кун пек тарҫӑ тупнӑшӑн савӑннипе ӗҫме тытӑнсан, хӑйсен законне манса ӳсӗрӗлсе кайсан, вӑл пур утмӑл тӑватӑ ҫӑраҫҫине те илсе пынӑ та, тыткӑнра пурӑнакансене валеҫсе панӑ, хӑвӑр ҫӑрӑрсене уҫӑр, санчӑрсемпе кандаласене тинӗсе пӑрахӑр, вӗсем вырӑнне хӗҫ илсе туроксене ваклама тытӑнӑр, тенӗ. — Эс пӗлетен-и вара спасибо тени мӗне пӗлтернине? Кӑларӑр ӑна, вӑл пачах чура мар, ҫӗр ҫинчи ытти мӗнпур ҫынсем пекех ирӗклӗ! — Питӗ шел, анчах урӑх ним тума та ҫук: хамӑрӑннисем патне тухнӑ чух ҫапӑҫма тӳр килет. Вӗренӳ Фомана ҫӑмӑллӑн парӑнса пынӑ, часах вӑл псалтирти пӗрремӗш кафизмӑн малтанхи псаломне те вулама пултарнӑ: — У-сал ҫын-сен… ка-наш-не ҫӳ-ре-мен ҫын… те-лей-лӗ… Эпир юр ҫунӑ вӑхӑтра, самолет питлӗхне ҫил-тӑман хӳнӗ вӑхӑтра вӗҫеттӗмӗр. Вӑл мана кӗрслеттерессе кӗрслеттерчӗ, анчах пульки шӑмма шӑтараймарӗ, ҫавӑнтах ларса юлчӗ. — О, тен пилӗк пин, тен сасартӑк сакӑр пин пулать, — тесе ӑнлантарнӑ Денни. Нимӗҫсен аслӑ офицерӗ патне Гвоздевсен ҫемйишӗн ӳкӗтлесе ыйтма кайнӑ Женьӑна нумайччен асаплантарнӑ, тет, унтан кайран мӗн пулнине карчӑк пӗлмен. Унти тӗнчене тивӗҫлӗ пулнӑран илсе кайрӗ те вӑл аннӳне, ырӑ ҫынсем ӑна унта та кирлӗ. — Ах, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Дик ӑна хирӗҫ, — итлеместӗр ҫав эсир капитанӑра. Ӗлӗкрех хӑйне кӑмӑла кайнӑ Никита ҫине пӑхнӑ чухне вӑл тутисене чӑмӑртанӑ, унпа вӑл темле ырӑ мар ӗҫ тунӑ приказчикпе калаҫнӑ пек калаҫнӑ, хӗрне ун пирки асӑрхаттарнӑ:— Эс асту, унпа ытла уҫҫӑн ан калаҫ, курпунсем — чее, — тенӗ. Суккӑр хускалмасӑр ларать, Макҫӑм сӑмахӗсене чунтанах итлет пулас. Вӑрҫӑчченхинчен те лайӑхрах пурнӑҫ туса парӑпӑр. Мӗн пулса тӑчӗ-ши хыҫалта, ун хыҫҫӑн чупрӗҫ-ши, чупмарӗҫ-ши, Огнянов ӑна-кӑна пӗлмесӗрех юлчӗ. Вӑл пӳлӗмсенче туллиех тӗлӗнмелле тӗрлӗ япаласем купаланса выртаҫҫӗ, вӑл ертсе пынипе унӑн аллӑ помощникӗ ӗҫлет. — Епле, каторжниксем-и? — тесе ячӗ Паганель, ҫав метафорӑна, Австралинчи колонисенче ҫӳрекенскерне, унчченех пӗлменскер. Мӗнле кӑна халӑх ҫапкаланса ҫӳремен пуль ун чух йӗри-тавра; Крымран килнисем те, ляхӗсем те, Литва ҫыннисем те! «А! Мардохай! Мересьев айӑк ҫине ҫаврӑнса выртрӗ, улӑм ҫинче кӑштӑртаткаларӗ те, ҫавӑнтах вилнӗ пек ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл халь нумайччен тӑвайманнине турӗ: хӑйӗн машинипе пӗрлешрӗ, ӑна хӑйӗн кӗлеткине туйнӑ пекех туйса ҫитрӗ. Анчах питӗ чаплӑ судно, урса кайнӑ хумсене йӗкӗлтесе, вӗсем ҫине ҫӑмӑллӑнах улӑхса каять. Анчах пӳтсӗр лаша, кӳлнисемпе танлашсан, мӗн тери хистесен те, сасартӑк чарӑнчӗ, ҫакӑ мана йӗнер ҫинчен лаша мӑйӗ ҫине илсе ывӑтрӗ, кӗҫех персе анаттӑм. Ҫаврӑнчӗҫ те умра — стена. — Такки вӑратрӑм иккен! — терӗ те вӑл, ман паталла пырса ыталаса илчӗ. Илтӗвӗ ҫӑмартан тимӗрле таппине хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ — сасӑсене урӑх туяймасть-сисеймест. Ӑна паллама та ҫук; вӑл ҫирӗм ҫула яхӑн ҫамрӑкланнӑ пекех курӑнать. Хӑй, пӗчӗкскер, шуралса кӑйичченех ҫунӑ гимнастёрка тӑхӑннӑ, ҫиелтен пиҫиххипе хыттӑн туртса ҫыхса, ниҫта пӗр хутлам хӑварми якатса лартнӑ, халь вӑл пӗр вунпилӗк ҫул ҫамрӑкраххӑн курӑннӑ. Хӗрлӗ Тӑрна ачасене киле кайма вӑхӑт ҫитни ҫинчен темиҫе хут та аса илтернӗ, анчах ачасем ӑна тӑхтама ыйтнӑ, хавхалансах вылянипе вӗсем нимӗн те курман, нимӗн те илтмен, старике яланах тавралла пӑхса ларнӑ, пӗчӗк сасчӗвве те тимлӗн итленӗ. Сайра хутран вӑл чарӑнса тӑнӑ та, шӑнса кайнӑ урисене хурлӑхлӑн пӗрин хыҫҫӑн теприне ҫӗклесе, хӑйӗнчен хӑй ыйтса пӗлме тӑрӑшнӑ: эпӗ ҫухалса каясси мӗнле пулма пултарчӗ-ха? Эпӗ чупса ҫитетӗп, пӗрне, тепӗр французне вӗлеретӗп те пиччене ҫӑлатӑп. — Кунтах. Мӗнле, сухаламалли нумай юлчӗ-и? Фокус-ши ку е фокус мар-ши, анчах ӑна кирек кам тунӑ пулин те, вӑл ирсӗр ӗҫ. Павела халиччен вӑл туслӑх ҫирӗп чӑмӑртаннӑ пек туйӑнатчӗ, халь акӑ ҫав туслӑх саланса пынине тӗлӗнсе, хуйхӑрса сӑнаса пымалла пулса тӑчӗ. Акӑлчан вӑл пысӑк политик. Вӑл пур ӗҫе те пӑсать. Степан, кай-ха, хулӑ касса кил. Кӑштах карӑнкаласа илсен, вӑл хӑйӗн ури вӗҫӗнче темскер шӑнкӑртатнине илтрӗ. Хӑйӑрлӑ тинӗс тӗпӗ таҫтанах ӑшӑкланса килет. Судносемшӗн пулсан, ӑшӑк вырӑнсем рифсенчен те хӑрушӑрах. — Пӗтӗм ҫан-ҫурӑма ҫунтарать. — Вӗсем Кэмпльпир кӗперӗ урлӑ каҫнӑ пулсан, эпир те ҫав кӗпер урлах каҫатпӑр. Ҫак тимлӗ сӑмахсене вӑл питех те ҫемҫен каларӗ, анчах Артур ӑна хӗрелсе кайсах итлерӗ. — Сана сивӗ пулмасть-и, Миките? — тенӗ хуҫа арӑмӗ, вӑл ҫуна патне ҫитсессӗн. — Ах, хӗрӗм, тӗрӗсех кӑтартать! Фая, нимӗҫ пӑрҫине кӑлар-ха! — Халех! — Фая кӑмака кукринчи пӗчӗк шкап патнелле ыткӑнчӗ. — Йӑлтах, йӑлтах тӗрес калать! Вӑл мӗне пӗлтерме пултарать-ши, капитан Сломан? Эсир ҫавна ыттисенчен лайӑхрах ӑнлантарса пама пултаратӑр пулӗ. Луиза ҫав йӗпе сӑмсана ҫавӑрма пултарассине, юрӑхсӑр ҫынна тарма май туса парассине ман малтанах пӗлмеллеччӗ ӗнтӗ. — Тӑвалла, ту ҫинелле! — хушнӑ пек каласа хучӗ Огнянов. Ҫавӑн пек, паха мар фокуссене тата темиҫе тунӑ хыҫҫӑн, палламан ҫын сасартӑк хӑйне пуҫӗнчен тытнӑ та хӑранӑ пек туса, кӑшкӑрса янӑ: — Караул! — Инҫе мар — кунтах, ҫич-сакӑр кил урлӑ кӑна… Вот, — тесе пӗтерчӗ Мак-Набс, — Мюльредин мӗнпур историйӗ ҫакӑ пулать. Халь эсир манпа мӗншӗн ҫав териех калаҫасшӑн пулнине те ӑнлантӑр ӗнтӗ. — Ҫывӑрать. Кунта эпир сигнал хунарне ҫакрӑмӑр, вара каллех хӑрушлӑхран хӑтӑлса, ирӗкри ҫынсем пулса тӑтӑмӑр. Кӗтӳ манран инҫере пулнипе эпӗ хытӑран та хытӑ утрӑм. Ку тӗлте ҫӗрӗн аялти сийӗсем хӑпарса ҫӳлелле улӑхнипе алтса, чавса салатнӑ пек курӑнса выртать. Ытти пирачӗсем те, хӑйсен Тӑван ҫӗршывӗнчи вырӑнсене юлашки хут пӑхса, сывпуллашса уйрӑлчӗҫ. Ҫавӑнпа вӗсем чутах утрав тӗлӗнчен иртсе каятчӗҫ. Ытла ҫутӑран ун ҫине пӑхма та ҫук, вӑл куҫа шартарса ярать. — Эй, мелник, уҫ алӑкна! — тӗрӗклӗ кӑшкӑрчӗ пӗри. Эпир пӗлетпӗр эсир мӗнпе йӑпаннисене. — Ку ниме юрӑхсӑр япала! — тесе пӑлханса кайрӗ Паганель. Унӑн айӗнчи лаша вилнӗ, Говэн ун патне пӗшкӗнчӗ. — Ку ҫын кам пулать вара? — ыйтрӗ вӑл, палламан ҫын ҫине тинкерсе пӑхса. Кайран ун хыҫӗнчен алӑк шатлатса хупӑнсан, Павела чунӗнче тата та йывӑртарах, тата та тӗксӗмрех туйӑнса кайрӗ. Вал ҫумӑра сиснӗ лаша пек ахӑрса ячӗ, вара, кулнипе чӗтрене-чӗтрене, хӗрелсе кайнӑ питне кофтӑ ҫаннипе хупларӗ. Вӗсем — йӗрӗ те чее, чее те ӑслӑ пулнӑ — ҫакна Фома курнӑ; вӗсемпе ӗҫ татнӑ чух яланах асӑрханса тӑмалла пулнӑ; Акӑ тинӗс курӑкӗн пӗр пайӑрки ишет; акӑ шыв ҫинче вӑрӑм авкаланчӑк тӗрӗ пек шыв курӑкӗ выртать; тата акӑ хумсем хӑма татӑкне ярӑнтараҫҫӗ, вӑл кунта ӑҫтан лекнине ҫав тери пӗлес килет. Олеся пичӗ сасартӑк вут хыпаслах хӗрелсе кайрӗ. Юлашкинчен тата ҫакӑ та пур: эпир ӑна пурте темле, хамӑрӑн тесе, хисеплеттӗмӗр, пирӗн сушкӑпа ҫеҫ пурӑнакан япала пек шутлаттӑмӑр. Эпир ӑна вӗри кӗлентӗр парса тӑратпӑр, ку ӗҫ пирӗн — турӑ кӗлеткине кӳрекен кулленхи парне пек пулса тӑчӗ, ӗлӗшлӗ, таса йӑла пек пулчӗ; парнемӗр пире кунсерен ун патне ҫывхартса ҫирӗплетрӗ. Юланутсем хакалене пур енчен те хупӑрласа илчӗҫ. «Шел, пистолета черешня вӑррисемпе авӑрламан… Симурден, урӑхла каласан, тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул, Лантенака, тепӗр майлӑ каласан, монархие хӗскӗчре тытать, — ҫак тытса илнӗ ҫынна тимӗр хӗскӗчрен туртса илме пултаракан ҫын сасартӑк тупӑнсан вара? Запорожецсенчен нумайӑшӗсем вӗсене хыҫран хӑвалама тытӑннӑччӗ, анчах, Остап хӑйӗн Умански курень ҫыннисене чарчӗ те ҫапла кӑшкӑрчӗ: «Пансем-тӑвансем, стена патӗнчен аяккарах тӑма тӑрӑшӑр! унта ҫывӑха пыма юрамасть», терӗ. — Акӑ, вулатӑп ӗнтӗ эпӗ! — терӗ Ефим хавассӑн, кӗнекесем ҫине кӑтартса, ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм кӑмӑлтан кулса. Лешӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӗ, мана курсанах шуралса кайрӗ. Вара мана куҫран пӑхмасӑрах, пӑрӑнса утрӗ. Половцев сасси палласа илмелле мар шӑппӑн тухать, Яков Лукич ҫав сасӑра ку ҫын темле халсӑрланнине, ӑшӗ вӑрканине тата ывӑнса ҫитнине туйрӗ… — Эсир мана пӗтӗмпех телейлӗлентерсе ятӑр, — терӗ вӑл ӑшшӑн кулма чарӑнмасӑр: — калас пулать, хамӑн ывӑлӑма эпӗ турӑ вырӑнне шутлама пуҫлатӑп. — Вӑл та мана пӗр-икӗ хут тӑхӑнтартрӗ. Ҫавӑн пек кунсенче час-часах вӑл пӗр-пӗр ҫын ҫине пырса тӑрӑннӑ та ӑна чалӑшшӑн пӑхнӑшӑн; килӗшӳсӗр сӑмах каланӑшӑн курайми пулнӑ; ҫапла, сӑмахран, ҫак тӗксӗм кун вӑл Тихон Вялова курайми пулнӑ. Ольга шӗшкӗ тӗми витӗр хӗсӗнсе тухрӗ те хӑй пичӗ ҫине ҫакланнӑ эрешмен картине шӑлса пӑрахрӗ. Эпӗ мана пӗлме юраманнине вуласа илнине асӑрхаса пулас, аллине ман хулпуҫҫи ҫине хучӗ те атте, хуллен тӗртсе, сӗтелрен аяккарах пӑрӑнма хушрӗ. Хулара парти членӗсем тӑххӑрӑн юлнӑ, вӗсем кунта пӗтӗм ӗҫе туса пымалла. 3. Хаклӑ Маша! Америкӑпа Австрали хушшинчи транс-океан пакетбочӗсем, каларӑмӑр ӗнтӗ, урӑхрах широтасенче ҫӳреҫҫӗ. Долинник ыйхине те, канӑҫне те маннӑ. Пирӗн чиновниксем хушшинче ҫакнашкал сыснасем пур: мужик, театра каясшӑн мар, укҫасӑр билет парсан кайӗ-и. Томпа ун юлташӗсем инҫетри ыттисенчен уйрӑмрах хурӑмлӑ пӗлӗте типҫӗр вырӑнне йышӑнса темиҫе хут та йӑнӑшрӗҫ. Смурый ҫук, кочегар Яков, бегун Александр Васильев, Жихарев, кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑм Натали ҫук… Каллех паҫӑрхи хурлӑхлӑ сасӑ уҫланкӑран хуллен ҫеҫ илтӗнчӗ. Ну, вӑхӑта ахаль сая ярас мар, ирхи апат хӑвӑртрах кӗрсе ҫи-ха, эпӗ ҫав вӑхӑтра сан валли мӗнле те пулса лаша тупса, ӑна йӗнерлӗп, вара бригадӑна пӗрле кайӑпӑр. Икӗ хӗрӗ те кашни курӑнӑҫмалли кунах килеҫҫӗ. Енчен ун куҫне мӗн тӑвас тенине тума хӑват панӑ пулсан, Иван Никифоровича вӑл ҫавӑнтах тӗпретсе кӗл тунӑ пулӗччӗ. Мӗншӗн эс манран ҫавӑн ҫинчен ыйтатӑн? Вӑл пӗр аллӑ ҫулалла ҫитсе пынӑ ҫын, сӑнӗ-пуҫӗпе ҫар ҫыннине мая килет, тӗреклӗскер, ҫӑра усиллӗ, ҫаврака питҫӑмартиллӗ, куҫӗсем кӑвакарма пуҫланӑ, пӑхнисем хӑйӗн аслӑ тивӗҫлӗхне кӑтартса параҫҫӗ — чӗлӗмӗнчен мӑкӑрланса тӑракан ҫӑра тӗтӗм витӗр вӑл пирӗн ҫулҫӳревҫӗсен куҫне ҫапла курӑнчӗ. Туртатӑр-и? Унӑн шухӑшне гудок сасси татрӗ. Вӗсем, унӑн шучӗпе, пурне те пӗлнӗ, пурне те ӑнланнӑ, ҫавӑн пекех, пурне те хирӗҫ тӑрса, мӗнпур пеккинче пуринче те ултав та суйине курнӑ. Иккӗмӗш хут параппан тӑнкӑртатса илчӗ. Баймаков хӑраса ӳкрӗ, сак ҫинче ларнӑ ҫӗртех сиксе илчӗ, аллисемпе сулкалама тытӑнчӗ. Вӑл, куҫҫульсем витӗр кӗтесселле пӑхса, ачине ҫитерсе ларать, ачине кӑкӑр ӗмме кансӗррине те асӑрхамасть, малалла мӑкӑрӑлса тӑракан чӗччин ӗмкӗчӗ ача ҫӑварӗнчен туха-туха каять, вара ачи, ӗсӗклесе, тутисемпе сывлӑша чаплаттара-чаплаттара илет, пуҫне пӑркалать. Инспектор ун хыҫӗнчен хӑпмасӑр пырса:— Пан атаман, апат тума юлмастӑр-им? — тесе хуллен ыйтрӗ. Эпӗ кулатӑп: «Ытла час маннӑ-ҫке эс хӑвӑр хутор ҫыннисене! — Эсӗр мана ҫакӑн пек чысласа йышӑнса хӑвӑра инкек кӑтартма пултаратӑр, — терӗ вӑл. — Озеровӑн сӑн-пичӗ сасартӑк тӗксӗмленсе кайрӗ, шатрисем каллех уҫҫӑн палӑрчӗҫ. — Мӗншӗн-ха эс ҫав ҫын вӗлерекенпе пит кӑмӑллӑ? Эсӗ вара, партизан юлташ, ҫӗлӗкне кӑлӑхах сӗтел айне вӑркӑнтаратӑн, вӑл сана кирлӗ пулӗ-ха. Кӑмӑллӑн туйрӗ вӑл хӑйне. Унӑн куҫхаршийӗсем ҫамки ҫинчи сарӑ тӗслӗ тирӗпе пӗрле ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ, вӑл пӳрнине ҫӗҫӗпе кастарчӗ, юнне ҫӑварӗпе ӗме-ӗме пукан ҫине ларчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑрса: — О, шуйттан… — терӗ. Каҫсерен Корчагинпа Эбнер пӳлӗмӗнче — клуб. «Мӗнле-ха, ахаль ҫеҫ упа курӑннӑ пек туйӑнчӗ-им?» шутларӗ малтанах Алексей. Санин ним тума пӗлмерӗ. Ҫак самантра алӑк сасси чӗриклетрӗ. Пӑрахут ҫинчи ҫынсене ашшӗ ҫавӑн пек часах улӑштарма пултарни Фоман кӑмӑлне кайнӑ. Эсӗ шыва кӗрӗн, эсӗ йывӑҫсен тӑррине улӑхӑн, эсӗ хир качакисене тытма ҫӳрӗн. — Ҫавӑн пек ирсӗр пурӑнса, эпӗ хама хам йӑла-йӗрке енчен пӑсӑлман ҫын тесе шутланӑ, ҫемье пурнӑҫӗ енчен илсен те тирпейле пурӑнатӑп тенӗ, мӗншӗн тесен урӑх хӗрарӑмсемпе хутшӑнман; хама эпӗ айӑпсӑр вырӑнне хунӑ, харкашусем пулнишӗн арӑм, унӑн кӑмӑлӗ айӑплӑ тенӗ. Апла пулин те хуҫа мана тата нумайччен ӑс парса вӗрентсе хӑтланчӗ: вулани вӑл — сиенлӗ те хӑрушӑ терӗ. Пакета ҫиппе хытӑ ҫӗлесе хунӑ. Доктор хӑйӗн инструментсем хуракан ещӗкне илчӗ те ҫипе хирурги хаччипе касса татрӗ. — Хулара пултӑм. Перӗр! — вара икӗ аллипе сӑран курткине сирсе, кӑкӑрне уҫрӗ. Эпӗ вӑл ҫав «таса ӑслӑлӑха» мӗнле ӑнланни пирки кӑштах иккӗлентӗм, анчах, ӑна манпа ларма кичемлине туйса, шарламасӑрах ирттерсе ятӑм; вӑл ман ҫине темле сивӗтмелле пӑхрӗ, анасласа илчӗ, аллисене хӑйӗн ӗнси хыҫнелле ячӗ, урисене тӑсрӗ, унтан куҫӗсене ӗшенчӗклӗн хупса, ыйхӑ витӗр каланӑ пек мӑкӑртатса илчӗ: — Юратӑва парӑнни… пурӑнӑҫ законӗ… Ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле, ӳсӗрнӗ пек сасӑ илтӗнчӗ. Кам пӗлет ҫав?» — тесе шухӑшларӗ Марко. Халӗ фельдшер та хӗрсе кайрӗ, ӑҫтан кӑна хӑюллӑхӗ тупӑнчӗ-тӗр, вӑл та Макар ҫине кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сире, — тет, — вӗреннӗ ҫынсем сипленӗ пулсан та, медицинӑра эсир тӑм писмен!» Вӑл ҫав какая ҫисе ячӗ те ҫакӑ мана сыватать терӗ. Тата темиҫе утӑм кайсан, вӗсем хӑйӑр тӗмӗ хыҫӗнче пӑшал авӑрласа ларакан Гуркӑна курчӗҫ. Эпӗ хӑшпӗр чухне сехечӗ-сехечӗпе пусма ҫинче пӗр шухӑшсӑр тӑратӑп, ҫӳлте пулакан чи пӗчӗк хусканусене те пысӑк тимлӗхпе тӑнлатӑп; манӑн ҫав тери Володя пек тӑвас килет пулин те, эпӗ унашкал тума хӑяймастӑп. Филипп чӑпӑркки ҫуна тупанӗнчен ҫакланать; вӑл ҫаврӑнса «эх-ма» тет те, эпир каҫса кайсах кулатпӑр. Сузи асӑрхануллӑн ун патне пӳрнине сӗртӗннӗ — вӑл сип-сивӗ пулнӑ. Ҫав шап-шурӑ, куҫа йӑмӑхтарса ямалла ҫутӑлса тӑракан пӳлӗмре те вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. — Йывӑр пулать, — терӗ Джон. Суяс пулсан, тӗлӗнсе каймаллах суяс пулать. — Улпутпа — Костомаровкӑран. Лапама шыв илме пултарать-ҫке, пӑхсан, ниҫта та сӑрт таврашӗ те, шывран хӑтарма пултаракан хуть кӑшт ҫӳлерех мӑкӑрӑлчӑк та ҫук! Халь ӗнте карап патне ҫитесси те инҫех юлман, ун патне ҫитме нумай пулсан тӑватӑ миля пулӗ. Ывӑлӗ ҫине амӑшӗ салхуллӑн пӑхать. Кунта аманнӑ салтаксене йӑтса пухса, лӑсӑллӑ туратсенчен тунӑ пуҫелӗксем ҫине вырттарнӑ. Елена кӑштах хулпуҫҫине сиктерсе илчӗ те Анна Васильевнӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмне кӗчӗ. Вӑл куҫхаршийӗсене ҫӳлелле хӑпартрӗ, ҫӳҫне тӑратса ячӗ те салхуллӑн ыйтрӗ: — Ку мӗн капла? — терӗ. Тепӗр самантран шеренгӑсем ҫывӑхрах курӑнса кайрӗҫ, анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та Кузьма Ярцев тӗлӗнме пӑрахмарӗ: салтаксен сӑн-пичӗсем те, куҫӗсем те, йӗкӗрешсенни пек, пурин те пӗр пекех иккен. Ҫурӑмӗ, аллисемпе урисем, ҫара ҫанӗ тӑрӑх унан, тум айӗнче, такамӑн сивӗ-сивӗ пӳрнисем чупкалаҫҫӗ пек, пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ пӗрчисем йӑшӑлтатаҫҫӗ, куҫӗсене савӑнӑҫ куҫҫулӗ каскалантарать. Йывӑҫсем сайрарах ҫӗре пырса тухсан, вӗсем сылтӑм енче уй лаптӑкӗсене, ҫумӑрпа хуралнӑ пӗчӗк ҫӗмелсене кураҫҫӗ, сӑртлӑрах вырӑнсенче вара ҫаралса юлнӑ йывӑҫсем лараҫҫӗ. Эпӗ эрех ӗҫесси таврашӗ ҫинчен йӑлтах ӑнланатӑп, анчах эсир мӗнле ҫамрӑк ҫын ҫинчен калатӑр, — ҫавна тавҫӑрса илейместӗп. — Ӗҫсе парас пулӗ, — терӗ Козельцов. Вӑл ҫамка айӗнчен пӑхнӑ пек пӑхнӑ чухне, ачашшӑн та каштах айваннӑн кулнӑ чухне, унӑн куҫӗсем ҫав тери аван. — Учительница! — терӗ Павел кӗскен, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа. Ваҫили Андрейч ӑйӑрне тӑратма тӑнӑ, анчах ӑна Миките: — мӗншӗн тӑратмалла? путса ларнӑ пулсан, тухса каяс пулать, — тесе кӑшкӑрса янӑ. Хырӑмшӑн анчах пурӑнаҫҫӗ вӗсем: ӗҫессисӗр, ҫиессисӗр, ҫывӑрассисӗр тата йынӑшкалассисӗр пуҫне, вӗсем нимӗн тума та пӗлмеҫҫӗ… — Эпӗ пулман хушӑра йӑлт ухмахланса кайнӑ. Санин леш пӗр самантра ҫӗкленнӗ ҫуллахи ҫавраҫил айне пулнӑ пекех — Джемма ытарма ҫук илемлӗ пулнине мар, хӑй ӑна килӗшнине те мар — кӑна вӑл унчченех пӗлнӗ… хӑй кӑштах Джеммӑна юратса пӑрахманнине туйса илнӗ! — Ну мӗн? — тесе ыйтрӗ Роберт. Тӗлӗнмелле: ун ҫинчен Панкратова айӑпланӑ «ӗҫ» пекки те ҫук. Гленарван, Мюльреди, Роберт тата Вильсон шыва сикрӗҫ, сулла чул хысакӗнчен канатпа кӑкарчӗҫ. Апла пулсан, вӗсем те эпӗ тӑвас тенӗ ӗҫех тӑваҫҫӗ, анчах вӗсем сукмакпа пыраҫҫӗ, эпӗ — мӑн ҫулпа, — пуҫлӑх умӗнче эпир пӗр пекех айӑплӑ, ҫапла мар-и? Вара вӑл ҫав тӑкӑс та арпашӑнчӑк шухӑшсемпе темӗнчченех, ҫак ӑна сасартӑк, пӗр самант хушшинчех йӗрӗнтерсе, йӑлӑхтарса лартичченех аппаланчӗ: пуҫ купташки айӗнче унӑн шупка-хӑмӑр, вараланчӑк эрешмен карти сарӑлса, ейӗлсе кайнӑ та, унран ниепле хӑтӑлса пӗтме ҫук тейӗн. Эсир, Нирмацкий, унран кивҫен… ҫук,эсир ӑна процент ӳстермелле кивҫен панӑ пулӑттӑр. Мери пӳлӗмӗнче ҫаплах ҫутӑ пурччӗ-ха. Кунти пек ҫирӗп атмосферӑра эпӗ инҫетренех илтме пултарнӑ. Ку хут листи Аркадий ҫырӑвӗ, пулнӑ: вӑл унта унӑн йӑмӑкӗн аллине ыйтнӑ. — Иван Иванычсем тӗрлӗреннисем пур, — ассӑн сывларӗ лавккаҫӑ; вӑл Егорушка пуҫӗ урлӑ алӑк еннелле чӗнмесӗр пӑхрӗ-пӑхрӗ те татах ыйтрӗ: — Чей ӗҫес килмест-и? Кольхаун унта пырса кӗрет. Пӗр сехет утсан тин урпа пусси хӗррине тухрӑм; ун тавра ҫӗр ҫирӗм фут ҫӳлӗш карта тытса ҫавӑрнӑ. Кучерне лашипе аяккалла кайса тӑма хушрӗ те, вӑл мана хӑйне хапӑл туса йышӑнма ыйтрӗ. Унӑн чинне тата кӑмӑлӗн ырӑ енӗсене хисеплесе, эпӗ ҫакӑнпа хавассӑнах килӗшрӗм. Кунсӑр пуҫне вӑл мана патша ҫуртӗнче темиҫе хут та пулӑшу кӑтартнӑччӗ. — Каҫарма юрать пӗррелӗхе, — тавӑрчӗ Ерошка, — тепрехинче ҫывӑрса юлас пулсан вара, штраф — пӗр витре эрех. Иван Татаринов. Ку ыйту пирки Союзхлеб кантурӗпе калаҫса татӑлнӑ эпӗ. — Шултӑра ала пур-и сирӗн? Вӑл ман ҫине тутисене ҫырткаласа пӑхса илчӗ. Икӗ талӑкран вӑл вилнӗ те, ҫав хӗр ӑна Петушки станцийӗ ҫывӑхӗнчи ял масарӗ ҫине пытарнӑ. Пирӗн умра та ҫак вырӑн хӑй майӗпех чӗрӗлсе тӑра пуҫларӗ. Анчах Аверьян мана ҫапла каларӗ: «Ҫӑмӑл вилӗм пулас ҫук сана, ҫӗлен! Пурӑнӑҫ ҫинчен шухӑшласси пурӑнӑҫӗнчен хӑйӗнчен ҫӑмӑл маррине ӑнланма пуҫласа, эпӗ хушӑран хампа пӗрле ӗҫлекен ҫав тери тӳсӗмлӗ ҫынсене хам курайми пулнине туяттӑм. Курсантсем тухса та кайрӗҫ ӗнтӗ, халӗ сирӗн черет ҫитрӗ, юлташсем. Ман шутпа, Вудли кукка тӗрӗс калать. Эпӗ пӗр кӳме ҫинче ларакан дамисемпе калаҫнӑ вӑхӑтра ытти кӳмисем ман сӗтел ҫинче йӗри-тавра ерипен ҫаврӑнса ҫӳретчӗҫ. «Бен Джойс маттур этем, — терӗ тимӗрҫӗ. Вӑл хӗрарӑма ҫавӑрса тытнӑ та шывран туртса кӑларнӑ, унтан кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн ыталаса, нимӗн калама пӗлмесӗр, унӑн куҫӗсенчен тӗлӗнӳллӗн пӑхса тӑнӑ. Пурте ҫамрӑк учителе юратнӑ — Кирила Петрович сунарта вӑл хастар та ҫивӗч пулнишӗн, Марья Кириловна — вӗҫӗмсӗр тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн тата, кӑшах именсе пулин те, ӑна ялан юрама хатӗрришӗн, Саша — хӑй ашкӑнсан та лешӗ ӑна хытах ятламаннишӗн, килтисем — вӑл ырӑ та пурлӑхне кура мар тараватлӑ пулнишӗн ӑна хисепленӗ. Дантон кулса ячӗ: — Маншӑн пулсан иккӗшӗ те лайӑх. — Тӑхта-ха, тен, эпӗ суйрӑм пулӗ, — хыпаланса каларӗ тухтӑр, унтан ненецла тата тепӗр хут ыйтрӗ. Юрамасть, вӑхат ҫавнашкал. Корольрен тата пысӑкрах ырлӑх пуласса шанса, эпӗ ӑна пӗр виҫ-тӑват ҫӗр ҫул ӗлӗкрех шухӑшласа тупнӑ темле порошок ҫинчен каласа патӑм. Эпӗ короле вӑл порошок пӗчӗкҫеҫ вут хӗлхемӗнченех сасартӑк вут хыпса илнипе аҫа ҫапнӑ пекех кӗрӗслетсе, кисретсе яни ҫинчен каласа ӑнлантартӑм. Ҫапла ӗнтӗ, эсир — ҫав айӑпсӑр вӗлернӗ ҫын… Ҫул ту ҫинелле тӑсӑлать. — Акӑ вӑл, пирӗн герой, килсе ҫитрӗ! — терӗ капитан. Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме хӑлаҫланкаласа, шпорӗсене чӑнкӑртаттаркаласа савӑнӑҫлӑ Краут пырса кӗчӗ. Хӗрарӑмсем те — хӑш-пӗрисем, хӑйсемпе чунран калаҫсан, — ӑнланаҫҫӗ. Пичӗ ҫинчи йӗрӗсем чирлӗн пӗркеленнӗ, сӑн-сӑпачӗ тата та ытларах тӗксӗмленнӗ. Вара Любовь, темӗн, ашшӗне йывӑр чир ҫакланнӑ пуль, тесе шутланӑ. Амӑшӗн ӑна ыталас, макӑрса ярас килчӗ, — анчах юнашарах офицер куҫне хӗссе пӑхса тӑрать. Тен, Гарриспа Негоро унпа пӗрле ҫӳреҫҫӗ пуль. Эпӗ унӑн янӑравсӑр сассине, паха сассине аса илтӗм: — Кашни ҫынрах ачаллӑх пур, — ҫавӑн ҫине, ҫав ачаллӑх ҫине тайӑнас пулать те! Апатланса пӗтерес умӗн Гаррис ҫапла каларӗ: — Эпӗ вырӑс темине пула паллӑ журналист пулса тӑни ҫинчен пӗлсен, пирӗн хисеплӗ те хаяр полковник питӗ тӗлӗнӗ. Халран кайса крыльца ҫине ҫитсе ӳкетеп, алӑк уҫӑлать, ачасем ман ҫине тӗллеҫҫӗ, унтан вара: «Ку — пирӗнни», теҫҫӗ вӗсем. Джон Мангльс Гленарвана хӑй патне чӗнсе илчӗ те, суднона мӗнле инкек хӑратса тӑни ҫинчен ӑна пӗр пытармасӑр каласа кӑтартрӗ. Вӑл Гленарвана астутарчӗ, вӑхӑт килсен, «Дункана» ҫыран хӗррине кӑларса пӑрахмалла пулассине пӗлтерчӗ. Чӑнах та, унӑн тимлӗ те тарӑн шухӑшлӑ шуранка сӑн-пичӗ те, хускавсӑр куҫӗсем те тата пӗтӗм кӗлетки те — темӗнле ытти ҫынсенни пек мар пулнипе уйрӑмах кӑмӑла ҫавӑраҫҫӗ. Тихон — каламасть, вӑл унӑн тусӗ, пире вӑл нимшӗн те кӳренмест. Ҫакӑнтан тӳремлӗх хӗррипе индеецсем килсе ҫӗмӗресрен сыхланмалли фортсен йӗрки пуҫланса каять, вӗсенчен Тапальквем чи пирвайхи сыпӑкӗ пулса тӑрать. Комисси пысӑк сӗтел хушшинче ларнӑ. — Утӑ ҫулакан ҫын кирлӗ мар-и сире, синьор? — ыйтрӗ вӑл ҫуркаланса пӗтнӗ картуз сӑмсине тытса тата чӗлпӗре пӳрнисем ҫине явкаласа. Поляк аякран пӑхса тӑрать. Вӑл тӑчӗ те питне ҫумасӑрах, турра кӗлтумасӑрах пӳрте тирпейлеме тытӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра Николаевсен алӑкӗ сасартӑк уҫӑлчӗ те сар ҫуттӑн тӗтреллӗ пысӑк пайӑркине самантлӑха тӗттӗмелле ярӑл-л вӑркӑнтарчӗ. — Вӑрҫӑра нимӗне те тиркемеҫҫӗ, — терӗ вӑл сиввӗн. Вӗсен ҫыхӑнӑвӗ ҫинчен хуторта часах ҫынсем пӗлчӗҫ, ӑна тӗрлӗ майлӑ йышӑнчӗҫ. — Ҫук, ку аслати мар, — терӗ Гекльберри, — мӗншӗн тесен аслати вӑл… Шӑвӑҫланнӑ пулин те чӗррӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсене вӑл чарса пӑрахнӑ. Унӑн ӳтӗнчен тӗрлӗрен тӑварланӑ ҫимӗҫсем, маринадсем, типӗтнӗ пулӑ, окороксем усрамалли чӑлан шӑрши кӗнӗ. Апӑршуксем ҫав тери телейлӗ те савӑнӑҫлӑ-ҫке, вӗсене ҫапла пӗр шеллемесӗр улталанине курса тӑнипе манӑн чӗре ҫурӑлса тухас пек ыратать, анчах эпӗ ниепле те ҫак ӗҫе хутшӑнса тӳрлетейместӗп. — Апла пулсан, тен, кунта та юрӗ, — терӗ мана хирӗҫ тачка ҫын: — ун пек тӗк, кӗрӗр кунта. Кичемлӗ те ним намӑссӑр пурӑнӑҫра эпӗ пурӑнӑҫ учителӗсене чи пирвай тӗл пулнӑ чух вӗсем мана чун-халӗ енчен шутсӑр хӑватлӑ ҫынсем пек, ҫӗр ҫинчи чи лайӑх ҫынсем пек туйӑнса карӗҫ. Атте мана ҫапла калатчӗ: Яшка! — тетчӗ, — эс чӑн-чӑн манӑн юнӑм! — тетчӗ. Вӑл аллине ҫеҫ тӑсса, йал кулса хӑйне палланӑ йытта ыталаса илчӗ те темскер пӑшӑлтатса, тӑнран кайрӗ. Шуралса кайрӗ-и е хӗрелсе кайрӗ-и — ҫав самантра Горева ӑна-кӑна нимӗн те туймарӗ, анчах ҫак калаҫу уншӑн мӗн те пулин татса парассине вӑл лайӑх ӑнланчӗ. Турӑ ҫывӑрнӑ чух шуйттан тем те хӑтланӗ, тетӗп, хӑваласа ҫитме те пултараҫҫӗ, унтан вара тухтӑрсем умӗнче тӳрре кирек мӗнле тух. Вара вӑл чарӑнчӗ те, хӑй еннелле пӗрре те ҫаврӑнса пӑхман юлташӗ ҫине пӑхса илчӗ. Ертсе пыракан «юнкерсӗ», Лозневой участокӗ тӗлнелле ҫитсе, тӑруках пике тума тапратрӗ — унӑн тискер те чӗрене тивекен сасси вара пӗтӗм таврана илтӗнсе кайрӗ. Унӑн трубинчен тухакан тӗтӗм ирхи тӗтрепе хутшӑнса мӑкӑрланать. Ҫакӑ йӑлтах ӗнтӗ чиперкке, анчах сӗм суккӑр куҫлӑ пӗчӗк чун, кил-йыша ялан хӑй ҫинчен астутарса, пӗр хӑйшӗн кӑна шухӑшлаттарма, хӑйӗн кашни хусканӑвӗпе пӗтӗм киле ирӗксӗрех деспотла пӑхӑнтарса тӑма ҫителӗклӗ сӑлтав панӑ. Воропаев, консервӑсем тултарнӑ рюкзакне киле хӑварнӑшӑн хӑйне ятла-ятла ӑнсӑртран лекнӗ грузовик ҫинче совхозӑн сӑрӑ ҫуртне вырнаҫнӑ кантурне пырса ҫитнӗ вырсарникун та ҫаплах пулчӗ. — Мӗн тӑватӑр эсир унта? — тесе ыйтнӑ вӑл хресченсенчен. — Отлично, — терӗ капитан. Шалча — унӑн кӑнтӑр вӗҫӗ, пӗчӗк юпа — ҫурҫӗр вӗҫӗ. Меридиан енне шӑп кӑнтӑрла палӑртнӑ пирки ӑна кӑнтӑрла линийӗ теҫҫӗ. — Пуҫлӑхсем килтех-и? — ыйтрӗ вӑл хӑй патӗнченех ҫара уран чупса иртекен хӗрачаран. Хӑйӗн тавҫӑрӑвне Дикӑн Томпа ун юлташӗсене каласа парас килчӗ. Эпӗ пичче ҫине пӑхса илтӗм. Вӑл алӑк умӗнче кӗтсе тӑнӑ, унтан алӑк вырӑнне тунӑ занавескӑна сирсе вигвама кӗнӗ. Ячӗ унӑн академири ылттӑн хӑма ҫинех ҫырӑннӑ. Унтан сасартӑк малалла утакан ушкӑн пуҫӗпе тем ҫине пырса тӑрӑнчӗ тейӗн, халӑх, чарӑнса тӑмасӑрах, пӑлханса, хуллен кӗрлесе каялла сулӑнчӗ. — Эпӗ ӑна пӗлетӗп. Ҫырӑнас текенсем ыран ун патӗнче ирхине вунӑ сехетрен пуҫласа каҫхине вунӑ сехет ҫитичченех ҫырӑнма пултараҫҫӗ, терӗ, халлӗхе совет авиацине тата вӑйлӑрах тума пулӑшмашкӑн укҫа пуҫтарӑпӑр та пуҫтарнӑ укҫана «Правда» хаҫат редакцине ярӑпӑр, терӗ. Эпӗ ӑна чи малтан хам тӗкӗнтӗм, ҫавӑнпа эпӗ йӑлӑннипе карлика ҫакна каҫарчӗҫ. Одинцова хулпуҫҫисене кӑштах хускатса илчӗ. Хӗрсемпе каччӑсем ҫул хӗррине йӗркипе тӑрса тухнӑ. Вуннӑ. Кӗнеке вулама юратни мана тытса чарчӗ… — Настя, эсӗ Алексей Берестова курма тӑрӑш-ха, кайран вара мана ун ҫинчен вӑл мӗнлине, вӑл мӗнле этем иккенне лайӑхрах каласа парӑн, — тенӗ Лиза. Алексее такам хыттӑн ҫапнӑ пек пулчӗ, — вӑл лармалли вырӑна лак! ларчӗ те, ҫӑварӗпе тути хӗррисем юнланнине туйрӗ, куҫӗсене хӗрлӗ чаршав хупланӑ пек пулчӗ. — Suyo padre, — тесе ыйтрӗ патагонец. Мӑнтарӑн Эммелина, хӑй пурӑннӑ чухне вӑл пур виле валли те сӑвӑ ҫырнӑ, хӑй вилсен, авӑ, ӑна асӑнса никам та пӗр сӑвӑ ҫырман, мӗн тери кӳренмелле ҫакӑншӑн, эпӗ ҫырам тесе хӑтланса пӑхрӑм та, нимӗн те пула пӗлмерӗ. Унӑн рабочийӗсенчен пӗри, кукӑр ураллӑ салху ҫын, «Дунька упӑшки» тенӗскер, хӑйӗн хуҫи ҫинчен ҫапла калатчӗ: — Турӑ йӗркипе пурӑнакан лӑпкӑ ҫынсенчен хӑратӑп эпӗ! Николай Антоныч хушнипе туман иккен Ромашка леш ӗҫе. Артамонов чӳрече витӗр пӑхрӗ те ывӑлӗ, чышкисемпе сулкаласа, киревсӗр Павлушка Никоновпа хавхалансах калаҫнине курчӗ. Картиш варрипе, турат хӳттинче, шап-шурӑ вӑрӑм сухаллӑ паттӑр ватӑ ҫын уткаласа ҫӳрет, ҫине вӑл кӑвак рясӑ уртса янӑ, ҫара пуҫӑн. Леҫник пӗр сӑмах та хушмасть; мужик та чӗнмест, пуҫне сулкаласа ҫеҫ унталла-кунталла пӑхкалать. Астрономсем вара чиркӗве хирӗҫ тӑма, чиркӳ ҫут тӗнче ҫинчен вӗрентни суя теме хӑюлӑх ҫитернӗ. Мана пӳрнӗ ӑраскалӑм, эсӗ мана усал вилӗмпе вӗлермӗн-ши? Ҫапах та, Джон Мангльс хутшӑннине пула, «Макари» крушенинчен хӑтӑлчӗ, халӗ тата бурунсенчен аяккалла кайса пырать. — Путенен серепене лекмеллех ӗнтӗ унӑн! — терӗ ӑна хирӗҫ хохол. Судра эпӗ мӗн пулса иртнин пӗлтерӗшне ӑнлантарса пама тӑрӑшрӑм, анчах вӗсем ман пирки: ку ӗнтӗ арӑмӗн чысне упраса хӑварасшӑн, тесе ӑнланчӗҫ. — Ӗҫлес теместӗр пулсан — кирлӗ мар. Юрий курасран простыньпе хӳтӗленсе, Варвара пӳрте чупса кӗчӗ, Юрийӗ ун пуҫӗ урлӑ таҫта ҫӳлелле пӑхса ӑсатрӗ ӑна. Бомбӑсем чи хӑрушшӑн шӑхӑрма пуҫласан, окопра пилӗк таран курӑнса тӑракан хӗр ача сасартӑках шӑтӑкран сиксе тухрӗ те, носилка патне чупса пырса, ӑна хӑйӗн пӑлханнипе тата хӑранипе чӗтрекен кӗлеткипе хупласа, ҫӗр ҫумне пусса выртрӗ. Ну, ывӑлсем! чи малтан эрех ӗҫӗр!» терӗ Бульба: «Турӑ телей патӑр. Эсӗ мӗн, туя тытса пикнике кайма хатӗрленнӗ-и? Ҫӑка ҫӑласси ҫинчен шутламалли те ҫук. Иван хӑй арӑмне пула ҫеҫ Радӑна шӑпах вӑхӑтра ҫӑлса хӑварма пултарчӗ. Ҫумӑр айӗнче ӗҫлесе, пӗле-тӑркачах вӑкӑрсене пӗтерме тӑрӑшакан, уяр ҫанталӑкра вара нормӑна ҫурри таран анчах тултаракан ҫынпа мӗн тумалла-ши? Хӑрассине ӑна этемрен хӗнесе кӑларса пӑрахмалла. — Том, — терӗ хайхи мӑнаккӑшӗ, — паян шкулта чылай ӑшӑ пулчӗ пулӗ? — Эпӗ юриех чӗнсе килтӗм вӗт сана!… — Вокзалра Польша консульствин дипломатиллӗ вагонӗсем икӗ вагон тӑраҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Чертокуцкий, ыран хӑнасене кӗтсе илме пурне те вӑхӑтра хатӗрлесе хурас тесе, ҫийӗнчех килне каясшӑн пулчӗ; вӑл шлепкине те алла илнӗччӗ ӗнтӗ, анчах темшӗн тата кӑшт чарӑнса тӑчӗ. Ҫак самантра Озеров хӑй кирлӗ мар ӗҫсемпе аппаланнине асӑрхарӗ: пӗрре вӑл карта ҫинчи тусана шӑлса тӑкрӗ, темшӗн-ҫке планшетне уҫса пӑхрӗ, акӑ халь ӗнтӗ куҫне тутӑрпа шӑлкалать… — Сана каламалли, Саня, пайтах-ха манӑн, — терӗ вӑл. Эсӗ мана корольшӑн вӗлерме тӑтӑн, эпӗ сана республика ячӗпе пурнӑҫ паратӑп. «Пусӑрах, халӗ ӗнтӗ ку выльӑх-чӗрлӗх хамӑрӑн мар!» Пичче ӑна уҫрӗ те ҫапла каларӗ: — Акӑ ӗнтӗ, Исландине ӳкернӗ чи лайӑх карттӑсенчен пӗри, Гендерсон тунӑ картта. — Тытӑр ҫав путсӗр ҫынна! Парӑр-ха кунта, чӳречерен кӑларса ывӑтам! — кӑшкӑрса ячӗ Ангел Йовков, ҫынни вӑл икӗ метр ҫурӑ ҫӳллӗш. Вӑл вӗт, кирек мӗнле пулсан та, ватӑ, чирлӗ ҫын. Ҫывӑрас килме мар, хӑйне хӑй ӑна пушшех маттурланса, чӗрӗлсе кайнӑн туйӑннӑ. Каллех вӑл ҫынсенчен илмелли укҫасене тата услам илессине шутла пуҫланӑ; каллех хӑй пурӑнӑҫне астуса хӗпӗртеме, хӑйне хӑй мухтама тытӑннӑ, анчах ҫав хушӑрах ун пуҫне пӗрмай шикленес шухӑш пыра-пыра кӗнӗ. — Эсир, сэр, мана каламастӑр пулӗ-ҫке? — тесе ыйтрӗ доктор. Лешӗ чӑнахах та ӑна калани ҫинчен пӗлтерчӗ те кунпа пӗрлех вӑл тепӗр хут вӑрҫса илчӗ. — Апла пулсан, сэр, эпӗ сире пӗр сӑмах калатӑп, — терӗ доктор. — Е эсир ӗҫме пӑрахмастӑр пулсан, часах ҫут тӗнчене чи ирсӗр усал ҫынсенчен пӗринчен хӑтаратӑр! Тӑхӑрвунӑ ҫул тултарнӑ струльдбругсен юлашки шӑлӗсем тухса ӳкеҫҫӗ, ҫӳҫӗсем тӑкӑнма тытӑнаҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем апат-ҫимӗҫ тутине те пӗлми пулаҫҫӗ, вӗсем вара алла мӗн лекнӗ ҫавна пӗр киленмесӗр тата ҫиес килмесӗр ӗҫсе ҫиеҫҫӗ. — Питӗ лайӑх. Эпир сухаласа пӑрахнӑ анлӑ хир тӑрӑх пыратпӑр; ун ҫийӗнче ҫавӑн пекех сухаласа пӑрахнӑ ҫав тери вашӑк, ҫӳлех мар тӗмескесем хумсем пек курӑнаҫҫӗ; куҫа мӗн пурӗ те пӗр пилӗк ҫухрӑма яхӑн пушӑ анлӑш курӑнать; аякра — пӗчӗк хурӑн ращисем ҫеҫ хӑйсен ҫавракаллӑ картлӑ-картлӑ тӑррисемпе ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнин тӳрӗ йӗрне пӑсаҫҫӗ. Кӳршӗсем ирхи апат хушшинче чылаях килӗштерсе калаҫса кайнӑ. Акӑ ҫӗр ҫинчи пӗтӗм юр пирӗн ҫумран вӗҫсе пӗтме тытӑннӑ пек туйӑнма пуҫларӗ. Анчах эсир хӑвӑр пек тума ҫине тӑрсах сӗнетӗр пулсан, полковник, эпӗ сире хамӑн кардинал прависем ҫинчен аса илтерес тетӗп. Ҫапах та хам пата пыракансен калаҫӑвӗ мана питех интереслентерместчӗ. Эсӗ тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын: эсӗ хӑвах эпӗ сана улталанине сисме пултарӑн. «Эпӗ юриех вӑл мӗнтен килнине пӗлме тӑрӑшрӑм», тет судья, сивӗннӗ чейне сыпса: «лайӑх юрлаттарас тесен вӗсемпе мӗн тумаллине пӗлмелле. — Ҫапла, — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, тепӗр хут калаҫма пултарнӑ хыҫҫӑн, — эпир «Сакнуссем сӑмсахӗ» патне пырса тухнӑ хыҫҫӑн ку хӑямат йӗппи ҫурҫӗр вырӑнне кӑнтӑр еннелле кӑтартса аташтарнӑ иккен? Анчах Лушка мана пӑрахас ҫук… Вара ҫавсене кӑмака ҫине хурса ӑшӑтнӑ та, ҫӗввисене хӗҫҫипех касса, урисене турта-турта кӑларнӑ, кайран улӑм ури ӑшне кайса чикнӗ. Паганель отряда Кайманавапа Ваихити хушшинчи тӑвӑр перевал патнелле, хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр еннелле ертсе каять. Пӗчӗкҫӗ чӳречесем уҫӑлаҫҫӗ те, унтан пӗр-пӗр карчӑкӑн колбаса е кукӑль татӑкӗ тытнӑ типшӗмрех алли курӑнса каять. Павел пӳлӗмӗнче пуху пулнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кунтан санатори пушанса юлчӗ. Хуҫа мана ҫине тӑрсах хӑйсен чӗлхине хӑвӑртрах вӗрентесшӗн тӑрӑшрӗ, вӑл эпӗ ӑна хамӑн истори ҫинчен каласа парасса кӗтрӗ. Ман пите-куҫа ҫил вӗрсе кайрӗ. Амӑшӗ Павелпа юнашар стена ҫумне кайса тӑчӗ, ун пекех аллисене кӑкри умне хутлатса тытса, ун пекех офицер ҫине пӑхрӗ. Итлес кӑмӑлӑм каллех ҫӗкленчӗ. Ҫак тӑкаксенчен тата вай хурса тӑрӑшнинчен хӑвӑр валли мӗнле усӑ илсе юлтӑр — ку урӑх ыйту-ха; анчах манӑн шухӑшлама тивӗҫӗм пур, — пирӗн, Анна Васильевнӑпа иксӗмӗрӗн, эсир, иҫмасса, эпир сире, пӗртен-пӗр хӗре, вӗрентсе ӑса кӗртнипе… que nous vous avons inculques таса чӗререн пурнӑҫа кӗртсе пыратпӑр… тесе шухӑшлама тивӗҫ пур. Ку вӑл эпӗ ӗлӗк туйса ирттернӗ, идеаллӑ, таса юрату теекен юрату мар; хӑвӑн юратӑву ҫине киленсе пӑхса, хӑвӑн туйӑмӑн ҫӑлкуҫӗ хӑвӑнтах пулнине сиссе тӑрса, пурне те ху пуҫласа ху ҫуратакан туртӑм-туйӑм мар ку. Чӑн та, ку тӳремсӑртлӑхпа эпӗ ҫула кӗскетес тесе пӗрремӗш хут иртетӗп. — Апла иккен… Варламов иртсе каймарӗ-и тата? Хура йытӑ килет те каять Часах пирӗншӗн тупсӑмӗ паллӑ мар событисенчен малтанхийӗ пулса иртрӗ, вӗсене пула пире юлашкинчен капитанран хӑтӑлма май килчӗ. Пӑрусен упалла ӳхӗрмелле мар! Вӑл та паттӑр ҫар ҫынни. Унӑн юлташӗсем ҫавӑнтан тӗлӗнсе карӗҫ тесе каламастӑп, анчах вӗсем пурте унтан мӑшкӑлама пуҫларӗҫ: праҫниксенче, чей ӗҫме каяс тесессӗн, пӗр-пӗрне кулкаласа калатчӗҫ: — Атьӑр хамӑрӑн шестерка патне! — тетчӗҫ. — Шуйттан ҫисе кайтӑрччӗ мана! Эпӗ хам та каторгӑна каймаллӑх турӑм пулмалла! — терӗ нимӗн тӑвайман енне Паганель. Кунта килнӗ колхозницӑсем пурте, ыйтса пӗлме хӑтланса, ҫине тӑрсах Кӑтра Яша ҫумне ҫыпҫӑнчӗҫ. Е эпӗ ҫакна ӑнланмастӑп, туймастӑп тетӗр-и? Ҫапла калаҫсах лартӑмӑр эпир, Валентин Николаевич профессор пыратӑп тесе виҫӗ хут телефонпа пӗлтерчӗ те, ӑна та — ан тив вӑл хуть те профессорах пултӑр — ҫапах та килменшӗн ятласа илтӗмӗр, вӑл каллех темле ҫӗленсемпе е кӗмӗл тӗслӗ тилӗсемпе аппаланнӑ май вӑхӑт пулмарӗ, тет. Хӗр сайра та пӗр тан мар сывлать; вӑл кашни сывламассерен шӑллӗ сывлама пуҫлассине кӗтнӗ пек туйӑнать. Камӑн чӑх чӗри, вӑл, паллах ӗнтӗ, хӑй мӗлкине курсан та — ӑнран кайса тӗмӗсем хушшинелле вӗҫтерме пултарать. Бензомер кӑшт кӑна суять пулсан та, бензин пурӗпӗрех ҫитмест. Вӑрман хӗрринче, йывӑҫсен хушшинче, йӗплӗ тетел татӑкӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. — Дю Буабертло граф, эсир шӑпах кирлӗ сӑмах тупрӑр. Хӗрхенме пӗлмест пулсан! — Анчах вӑл пултаракан, шанчӑклӑ ҫын-и? — Хаваслӑ та вӗсен хӗвелӗ, — терӗ те Гусев апчхулатрӗ. — Камшӑн ҫапӑҫнӑ? Часах Иван ҫуртана хӑй умӗнче тытса кӗрсе пӳлӗме ҫутатса ячӗ. Унӑн куҫӗсем, самантлӑха тӗпсӗр, ӑнсӑрскерсем, Лось ҫинелле пӑхаҫҫӗ. Куҫ харшисем тӗлӗннипе ҫӗкленчӗҫ. Давыдов ҫывӑхарахри кӗлет умне улӑхса тӑчӗ те Райполеводсоюз хушнипе вӑрлӑхлӑх тырра мар, тырӑ хатӗрлевӗ йӗркипе пухнинчен юлашки юлнине парса яма ирӗк пани ҫинчен лӑпкӑн ӑнлантарса пачӗ. Анчах ҫав ӗне, ытти мӗнпур ватӑ ӗнесем пекех, пӑрулас умӗн пӗр уйӑх малтан, — ноябрь уйӑхӗн вӗҫӗнче, тапратма пуҫларӗ. Алӑк шалтлатса хупӑнни илтӗнчӗ, мӗншӗн тесен пӑрахучӗ чалӑш. Куҫ хупса иличчен тенӗ пек эпӗ кимме кӗрсе тӑтӑм, Джим та ман хыҫҫӑнах шуса анчӗ. Герцог именчӗклӗн пуҫне хыҫса илчӗ. Виҫӗмкунах-ха Морев, инҫетре-инҫетре, кӑнтӑралла юхакан тӳп-тӳрӗ пӑр куртӑм, тесе, тапӑнчӗ. Вӗсене Фома ашшӗпе пӗрле пӑхса ҫӳренӗ, вӑл яланах кӑмӑлсӑр юлнӑ, пӑрахут ҫине сӳрӗккӗн, ӗшенчӗклӗн таврӑннӑ. — Ҫук, ҫук, ан тӗкӗн мана. Ахмед-ага каларӗ мана, теплерен вӗсем Текий вӑрманӗ патӗнче ӑна курнӑ иккен. — Унӑн шӑлнӗ пур, анчах ун ҫинчен каламастӑп. Пирӗн ҫын пек ҫын мар ӗнтӗ. Патшалӑх ҫынни. Эпӗ математика енӗпе ӗҫлекен шкула та кӗтӗм. Кунта учениксене пачах урӑхла меслетпе, пирӗн Европӑра пулма та пултарайман меслетпе вӗрентеҫҫӗ. Каласа пӗтермесӗрех вӑл Вильсон аллинчи карабина туртса илсе, ӑна хулпуҫҫи ҫине тӗртсе лартрӗ, анчах унӑн аллисем чӗтрерӗҫ, куҫҫулӗсем куҫӗсене хупларӗҫ. Вӑл тӗллеме те пултараймарӗ. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракансене килӗштерме хӑйӗн шанчӑк сахаллине лайӑх чухласа, майор каларӗ:— Эсир ҫапӑҫма пӑрахас ҫук пулӗ ӗнтӗ? — терӗ. Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн вӑл виҫӗ кӗтеслӗ шлепкине тӑхӑнчӗ те пӑлтӑра тухрӗ, хуҫа ун хыҫҫӑн шухӑша кайнӑ пек пуҫне чиксе утрӗ. Марина хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ, кӗнчелине шӑлт-шалт кӑна кӑмака хыҫнелле тӗртсе лартрӗ. — Ара эсӗ ухмаха ермерӗн пулӗ те? Калӑпӑр, унта Сочи, Адлер, Туапсе пулать, унтан, тӑванӑм, Сухум, Батум… Аслӑ ҫул хӗрринчи ялсенче тата ҫул ҫук чухне те кӗрсе ҫӳреме май пур ялсенче иртсе каякан тӑшман чаҫӗсем канма чарӑна-чарӑна тӑнӑ. Епле киревсӗрлӗх! Ҫав сӑмаха сире пачах пӗлмен ҫынсем ҫеҫ калама пултарнӑ. «Пилигрим», ҫара мачтӑсемпе пыраканскер, ун еннелле пӑрӑнма пултараймарӗ, анчах халӗ вӑл ҫӗр патне, тем тесен те, ҫывхармаллах. Пирӗн пек ватӑ хусахсене ҫӳреме юрать кунта: мӗн пултӑр пире? — Эп! — терӗ манӑн кучер шӑл витӗр. Акӑ ун хыҫҫӑн пӗр хӗрарӑм хӑйне чупма кансӗрлекен алапа пырать… — Ҫӑмӑлтарах пек-и халь сана? Пӑхатӑн та театрти купеца — ҫакна куратӑн: пӗрре те пурнӑҫри евӗр мар! — Юрамасть! — хаш сывласа килӗшрӗ Умрихин та. Николай каллех ҫиме тытӑнчӗ. Ак кам ҫинчен ҫырнӑ иккен Татаринов капитан: «Пӗтӗм экспедици ылханать ӑна» тесе. Тимӗр ҫапса тунӑ хула хапхи чӗриклетсе уҫӑлчӗ те, ывӑнса ҫитнӗ, тусанланса пӗтнӗ юланутҫӑсем картана кӗрекен сурӑхсем пек кӗпӗрленсе хапхаран кӗрсе кайрӗҫ. Виличчен те тухасси пулмасть ӗнтӗ унӑн ҫакӑнтан. — Истребительнӑй полка назначени илес тетӗп. Юлашкинчен Разметновӑн ирӗксӗрех ҫапла калама тиврӗ. Ҫап-ҫутӑ, кӗрлевлӗ, пурнӑҫ вӑйӗпе тапса тӑракан хум, пин-пин сасӑсемпе сапаланса-ялкӑшса, кантӑк евӗр ванса ярӑнса каять. Эсӗ мана ху мӗнле пурӑннине ҫырса пӗлтер, сывлӑху ҫинчен те ҫырсах тӑр, шӑллӑм, эсӗ вӗт интереслӗ экземпляр! Эсир мана вӗрентме пултаратпӑр тесе шутлатӑр-и? Вара мана каминлӑ пӗчӗк пӳлӗм, унта лапсӑркка та хулӑн френч тӑхӑннӑ Иван Павлыч курӑннӑ пек туйӑнчӗ. Зал тӑрӑх темиҫе хут ҫаврӑнсан, вӑл, Люба пуканӗ хыҫӗнче чарӑнса, ӑна хура пуҫӗнчен чуптурӗ те, вӑртах ҫаврӑнса, каллех утма пикенчӗ. Тутлӑ апат ҫынна упрать. Ҫак вӑхӑтра, вуникӗ сехетпе виҫӗ сехет хушшинче, чи хӗрӳллӗ те хастарлӑ ҫын та сунарта ҫӳреме пултараймасть, чи шанчӑклӑ йытӑ та, куҫне чирлӗ пек хӗссе тата чӗлхине юриех тӑсса кӑларса, сунарҫӑ хыҫҫӑн сӗнкӗлтетсе пыма тытӑнать; хӑйӗн хуҫи ӳкӗтленине хирӗҫ айӑплӑ чухнехи пек хӳрипе суллать, вӑтаннӑ пек пулать, ҫапах та малалла кайма шутламасть вӑл. Мана пуля пӗҫӗрен амантрӗ, анчах халӗ тӳрленсе пыратӑп. Анчах фактсем — скептиксене каллех телей килменнине кӑтартрӗҫ: пилӗкҫуллӑх план тӑватӑ ҫулта ӗҫе кӗчӗ. — Каллех шӳт тӑватӑн, — терӗ Елена, вӑл мӗн тунине пӑхса, унтан Берсенев енне ҫаврӑнчӗ те апат хушшинче пулнӑ калаҫӑва малалла тӑсрӗ. Турӑ курать, йӑнӑш турӑмӑр! — Тӑмсай, урӑх никам та мар, — хӑйӑлтатрӗ Емельян. Исполком председателӗн кабинетне уҫӑ чӳречерен чие турачӗ пӑхать. Пурте курайман Ламбручини вырӑнне Папа облаҫӗн государстви секретарьне Гицци кардинала лартни пурне те калама ҫук хаваслантарнӑ. Монтанелли шӑпах хаваслантарма пултаракан ҫын пулнӑ та ӗнтӗ. — …Гремячири колхозра самокритикӑна йӑлтах хӗстерсе хунӑ, — малалла калама пуҫларӗ Самохин. Кун хыҫҫӑн Суламифь тӑрать, ывҫисене кӑкӑрӗсем ҫумне хыттӑн хӗссе хурать те:— Йӑмӑкӑм ҫывӑрать манӑн, эпӗ ӑна вӑратасран хӑратӑп, — пӑшӑлтатать шиклӗн. Вунпӗр сехетре Думбартонра якӑр ячӗҫ, вара икӗ сехетре ҫӗрле яхтӑн пассажирӗсем Малькольм-Кэстле ҫитрӗҫ, вӗсене килте юлнисем темӗскер пек «ура» кӑшкӑрса кӗтсе илчӗҫ. Кабинета кӗрсен ҫеҫ ҫав япала мӗн иккенне туйса илтем, вара, йӑнӑшмарӑм-ши тесе, малти пӳлӗме каялла тухрӑм. Ҫапла, эпӗ йӑнӑшман: ку вӑл унӑн шинелӗ пулнӑ. Пурнӑҫ ҫине кирек мӗнле пӑхас пулсан та, кам ҫакна хирӗҫлеме пултарӗ-ха? Унӑн хура-кӑвак куҫӗсем чӑрсӑррӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ. Коридорӑн тепӗр вӗҫӗнче сасартӑк Василий Васильевичӑн ҫӳллӗ кӗлетки курӑнчӗ. Вӑл, аллисене хыҫалалла тытса, вӑрахӑн утса килчӗ. Каять вара Тришка ялсем, хуласем тӑрӑх халӑха улталаса, илӗртсе ҫӳреме. Хӑйне ӑна нимӗн тума та ҫук. Ун патӗнче тӗтӗм мӑкӑрланать, сывлама ҫук пӑчӑ, пӑрака шӑрши кӗрет. Анчах вӑл, ман ҫине пӑхмасӑрах, мӑйне малалла тӑскаласа та урисемпе асӑрхануллӑн пускаласа пыракан лашана йӗвенӗнчен сӗтӗретчӗ ӗнтӗ. «Епле ватӑлнӑ вӑл» тесе шухӑшларӑм та, пӗтӗм пулса-иртнисем пӗр самантрах хӑйсен вырӑнне вырнаҫрӗҫ. Ҫырана тӑрӑнасах пулать. — Эпир? Никам та! Урӑхла каласан, вӗсене тытса чарма май пулмарӗ. Катя «Испанцӑсемпе индейцӑсем малтанхи хут тӗл пулни» ҫинчен картинка тӑвать, мана Нина Капитоновна кухньӑра ӗҫлеме хушрӗ. Замокра пулнисем кирек хӑҫан та ҫав ҫулпа ҫӑлӑнса юлма пултарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӑрмана тухать. Халиччен эпӗ харпӑрлӑхран хӑпса ҫитеймен пулсан, совесть мана партире тӑма хушмасть. — Фу, мӗнле намӑс! — Ан хӑра, шуйттан ухмахӗ, лар, — кӑмӑллӑн кулса саламларӗ ӑна Макар. — Ан ҫиллен, тархасшӑн, Евгений, — терӗ малалла Василий Иванович: — хӑвӑн юнтымарне тытса пӑхма ирӗк памӑн-ши? Амӑшӗ кухньӑра апат хатӗрлесе тӑрать, вӑл Павкӑна асӑрхаймарӗ те. Кам ӗнтӗ халь мана ӗненӗ… Унӑн ҫав тери шеллевлӗ туйӑмӗпе пӗрлех унра темӗнле тӗшмӗшлӗх пурччӗ пулас: ҫапла май пулӑшса, вӑл хӑй ачи ҫийӗн хура мӗлке евӗр капланакан темӗнле усал вӑя ырӑ тунӑн туйӑннӑ ӑна. Вырӑн ҫинче куҫне уҫсах выртса, вӑл, ҫынсем шӑппӑн калаҫнӑ май, тарӑн шухӑша путрӗ. Хӑй мӗн ҫинчен каланӑ, ҫавӑн пирки вӑл хӑех мӗн тумаллине те палӑртса хунӑ. Кимӗсене, йӗлтӗрсене, йӗлтӗр патакӗсене ҫыхса, пилӗк хӑлаҫлӑ мачта турӑмӑр, ун ҫумне икӗ ялав ҫыхрӑмӑр. Вара ӑна тӳпемрех вырӑна лартрӑмӑр. Пирӗн командира, пирӗн паттӑр ҫамрӑк командира, героя, асаплантарса вӗлермелле-и? Хӑранипе тутисем чӗтрерӗҫ. Юлашки хурлӑхлӑ асаилӳсем Анне ҫук ӗнтӗ, ҫапах пирӗн пурнӑҫ хӑй майӗпех пырать: эпир ҫав сехетсенчех, ҫав пӳлӗмсенчех ҫывӑрма выртатпӑр, ҫывӑрса тӑратпӑр; ирхи тата каҫхи чей, кӑнтӑрлахи тата каҫхи апат — ҫаксем пурте хальчченхи вӑхӑтрах пулса пыраҫҫӗ: сӗтелсем, пукансем ҫав вырӑнсенчех лараҫҫӗ; кил-ҫуртра, пирӗн пурнӑҫ йӗркинче нимӗн те улшӑнмарӗ; анне ҫеҫ ҫук… Ара ҫав, ватӑ салтак чысӗпе тупа тӑватӑп; хӑй мӗнле пурӑнас тенӗ ҫапла пурӑнма кашни ҫыннӑнах права пур, эсӗ те ҫын пулнӑ. Ҫӳҫне урӑхла туранӑ вӑл, кӑшт ҫӳлӗрех те ҫутӑрах ҫамкине те курма пулать. Эсӗ кама хирӗҫ пыратӑн-ха?.. Мӗншӗн-ха эпӗ унтан ҫав хӗр мӗн ятлине ыйтмарӑм? Вара йывӑр, наян, йӗпе ҫынсем «мӗнле ӗҫлеме пултарнине кӑтартма» тытӑнчӗҫ. Ҫырусене хӑй куҫӗпе курса вулатӑр тесе кӗртрӗм те сана комитета… — Кунта эпӗ кӗркунне Австри хресченӗсене ҫӗре сухаласа пӑрахма пулӑшрӑм. Эпир! Полкӑн пӗчӗкҫеҫ аэродромӗ ҫийӗпе умлӑн-хыҫлӑн бомбардировщиксем ярӑнса иртрӗҫ, вӗсен бомбисем ҫурӑлни артиллериллӗ ҫапӑҫӑвӑн пӗр майлӑ кӗрлевӗнче уйрӑмах хыттӑн, аслати авӑтнӑ пек илтӗнчӗ. Ҫавӑнпа та пӗтӗм палата, пур сиделкӑсем те, сестра та, ялан кӑмӑлсӑр пек ҫӳрекен типшӗм ординатор та Степан Ивановичӑн ҫемйинчи ӗҫсене пурне те пӗлсе тӑнӑ. Шӑпах ҫакнашкал чикмек тупасшӑн тӑрӑшнӑччӗ те ӗнтӗ Говэн. Пӗр сӑмахпа та. Ҫапла шутланӑ та эпӗ! Пӗр Петров кӑна аэродром тӑрӑх чупса ҫӳрерӗ. Пирӗн инкекрен кулас тесех, эсӗ ҫерле Джексон утравӗнчен кунта килессине астуса илнӗ-мӗн. Хӑв тӗлӗк тӗлленни ҫинчен, мана суйса тыттарасси ҫинчен астуса илнӗ, ҫав хушӑрах пире хӗрхенсе хуйхӑран хӑтарасси ҫинчен шухӑшламан та эсӗ. — Кирек те мӗн тӑвӑр! — аллине сулса каланӑ Фома. Мӗн калаҫан эс? Ҫиха, ҫи, учитель… Ман шутпа, кулмалли пачах нимӗн те ҫук кунта, корольпе герцогӑн та кулас шухӑш мар, эпӗ, тӗрӗссипе, вӗсем хӑраса ӳкеҫҫӗ пуль терӗм. Илемлӗ. Ах, Билли, Билли! Эпӗ хамӑн икӗ чӗрнесӗр тӑрса юлнӑ хыҫҫӑн мӗн чухлӗ шыв юхса каймарӗ пулӗ! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, хӑйӗн чӑлахланнӑ аллине ҫӗклесе. — Хӗрарӑмсен мӑнастирне пытаннӑ вӑл, унта ӑна куракансем те пулнӑ, — хушса хучӗ хуралҫӑ та. Ку аван. — Ҫапах мана нимӗн те каламан! Йывӑҫлӑ вырӑнтан тухсан, Кольхаун Нуэсес шывӗ еннелле хыттӑн юрттарса кайнӑ. Ҫак япала пурне те пӑшӑрхантара пуҫларӗ. — Вӑрҫӑ! Эпӗ ун тӑванӗн ывӑлӗ, тӑлӑха юлнӑскер, тӗрлӗ опытсем тунӑ чухне унӑн тӗп помощникӗ пулса ӗҫлетӗп. Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать. Пурте унта юлчӗҫ, — чап, юлташсем… ; пурте, пурте, а Корытов ҫурт тӗлӗшпе те пулин пулӑшу памарӗ. Вӗсене ватӑ вӑкӑрсемпе пӗр пичеве кӳлсе те пӑхрӑмӑр — ҫавах нимӗн те тухмасть. — Паллах. Паллах, вӑл хӑйне ҫакӑн пек пысӑк преступнике карап ҫине илнӗшӗн нихҫан та каҫармасть, анчах халӗ ӗҫӗ пулнӑ хыҫҫӑн мана чи ҫывӑх порта тӗрӗс-тӗкел илсе ҫитерме сӑмах пачӗ. Карчӑк та ӑна ӑшшӑн йышӑнчӗ, вара, вечеринка пулнӑ кунран пуҫласа, Оленин, каҫсерен хуҫисем патне кӗрсе, вӗсем патӗнче ҫӗрлечченех лара пуҫларӗ. Унӑн ӑна пӗр-пӗр ӑшӑ сӑмах каласси килчӗ. Акӑ ура сасси ман патах ҫывхарчӗ. Ҫав вӑхӑтрах император чи маттур ҫынсене суйласа пуҫтарса тунӑ ҫарӗнчи виҫӗ пин салтакне (ҫав кун его величествӑна хураллаканнисене) мана йӗри-тавра хупӑрласа илсе уххисене пеме хатӗрленсе тӑма хушнӑ-мӗн. Хӑвӑр, ан кала, тем те хӑтланатӑр-ха. — Пирӗн пӑртак ҫӑкӑр тата сыр пурччӗ, кӗтӳ кӗтнӗ чухне эпир кӑшт качака сӗчӗ ӗҫрӗмӗр. Епле йӗрӗнчӗк япала! — «Эсӗ пытантӑн акӑ», — тесси килчӗ унӑн. — Анчах та, — тесе хушса хучӗ Гленарван, — вӗсем шывпа йӗпенсе пӗтнӗ пулмалла, вӗсене кӑларса илме те ҫук, кӗленче ҫумне ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ. Унӑн шухӑш-кӑмӑлӗсем халь ӗнтӗ малашнехи ҫинче, Кавказра пулчӗҫ. «Нимех те мар, нимех те мар, пӗтӗмпех лайӑх пулса тухӗ акӑ!» Хӑйне хӑй паттӑрлатса пырать Алексей; урисем хытӑрах чиксе ыратнине те, хӑй халран кайнине те сисмен пек пулма тӑрӑшать вӑл. — Кунта, Микола Петрович. Тата темӗнле хӗрарӑмсемпе сӑмахларӑм, лешсем хӑйсене Катя епле пулӑшнине макӑра-макӑра каласа пачӗҫ. — Эпир Исланди утравӗпе пӗр сарлакӑшра тӑратпӑр, ҫавӑнта ҫӗр радиусӗ ултӑ пин те виҫҫӗр вӑтӑр икӗ километра тӑсӑлать, ҫапла мар-и?.. — Ҫапла, ултӑ пин те виҫҫӗр вӑтӑр иккӗ… Ҫакна аса илсенех дикарьсем ҫӗнӗрен туллашма пуҫларӗҫ. Халь ӗнтӗ хӗрарӑмсем ҫеҫ мар, арҫынсем те тыткӑнри европеецсем ҫине кӑшкӑрма пикенчӗҫ. Халӑх вӗсене татах ылханать, чӑмӑрӗсемпе юнать. Анчах вӗсем юнанипе кӑна чарӑнса тӑмӗҫ, вӗсем ӗҫе пикенме те хатӗрленӗҫ. Хӑйӗн аллинчи урса кайнӑ ҫынсем, хӑй чарнисене пӑхмасӑрах тыткӑнрисене тытса ҫурасран хӑраса, Каи-Куму европеецсене фортӑн тепӗр вӗҫӗнчи ҫӗр фут аялалла чӑнкӑ анакан чуллӑ ҫӗр хӗрринче вырнаҫнӑ храма кайса хупма хушрӗ. Тӗреклӗн хупӑрланса тӑракан храмӑн ирӗк ҫуртӗнче темӗн чухлӗ тутлӑ апатсем пур. — Уявра каятӑп. Клюбер господин сигара туртса яма юрать-и тесе Джеммӑран ирӗк ыйтрӗ… Пӗр енчен пӑхсан, вӑл пустуй ӗҫ пек туйӑнать, анчах, чӑннипе, пачах урӑхла. — Тӗрӗс… — Эпӗ те пӗлетӗп вӑл кӗвве, вӑрман сулхӑнӗнче, е уҫӑ хирте, хӗвел анса ларнӑ чухне тата тӗмсем хушшинче юханшыв тӗтреленсе тӑнӑ чухне килсе тухакан туйӑмсене те пӗлетӗп. — Питӗ аван, Григорьев, — терӗ Николай Антоныч. Вӑл ҫунаттисене выляткаласа тата майне тӑскаласа шӑртлӑ ҫурӑм ҫине ҫирӗппӗн тӑрсан, Федор Тимофеич сӳрӗккӗн те кахаллӑн, йӗрӗнсе темелле тата вӑл хӑйӗн искусствине кураймасӑр ӑна нимӗн вырӑнне те хуман пек туса, сысна ҫурӑмӗ ҫине хӑпарса кайнӑ, унтан ирӗксӗр хур ҫине хӑпарнӑ та кайри урисем ҫине тӑнӑ. Эпӗ хам та пайтахӑшне пӗлетӗп. Мӗнрен кулатӑн-ха эсӗ? Пӳлӗмӗн малта кӗтессинче лампада ҫуннӑ, ун йӑваш ҫутинчи турӑш сӑнӗсем шухӑшсӑррӑн, тӗксӗммӗн палӑрнӑ. Халӗ ҫеҫ вӑл хӑй пурӑнӑҫӗнче тӑваттӑмӗш ҫынна вӗлерчӗ. Ним калама та пултарайманнипе эпӗ ун ҫине пӗр хушӑ чӗнмесӗр пӑхса тӑтӑм. Эс хӑвах пӗлетӗн, тухтӑр, суту-илӳ ӗҫӗнче ман пуҫӑм шуралчӗ, анчах нихҫан та ют ҫырӑва уҫса намӑс курманччӗ. — Паллах ӗнтӗ! Ҫӗр йӗри-тавра витӗр курӑнакан сакӑр пӗлӗт пур. Тепӗр пӳлӗмре сасӑсем илтӗнчӗҫ, атласран ҫӗлетнӗ вӑрӑм хӳреллӗ кӗпе тӑхӑннӑ дамӑсемпе ылтӑнпа тӗрленӗ сӑхманлӑ придворнӑйсем кӗрсе тулсан вара, тимӗрҫӗн куҫ-пуҫӗ алчӑрасах кайрӗ. Питӗ нумайӑн вӗсем. Нихӑшин ҫине пӑхма аптрамалла. Жрецсем ҫакна ӑнланса илнӗ те ученӑя калама ҫук курайми пулса тапӑннӑ. — Эпӗ каларӑм ӑна, — тенӗ Кольхаун, Зеб хӑйне куртӑр тесе, малалла тухса тӑрса. — Ӑкӑ, — терӗ Артамонов хыттӑн, аллисемпе сак хӗрринчен тытса, анчах та Тихон пуҫне сулса илчӗ те ӑна ҫавӑнтах пӳлчӗ: — Имшеркке ача, тӳрккес. Карагьозоолуран — икӗ кӑкшӑм, Бейзаде Мичоран — чечек лартмалли илемлӗ кӗленче вазӑсем, Саранов Мичоран — пысӑк кавир, Недкович Николайран — Франципе Прусси хушшинчи вӑрҫа кӑтартакан ӳкерчӗксем, Бенчоолуран — кивелсе туснӑ кушеткӑ, хулара унӑнни пекки, урӑх никамӑн та ҫук; Кӗҫнерникун, июнӗн 4-мӗшӗ. Вӑл — темскер, кӳренӳ евӗрлӗскер, хӑй умӗнче хӑйне вӑтантаракан туйӑм евӗрлӗскер, ҫӗкленсе килнине туйнӑ. Ҫав ирсӗр йӑваран турпас та ан юлтӑр тесе, унӑн хаттине те ватса тӑкрӗҫ. — Гальмало, эсӗ-и ку? Лена калаҫнине итленӗ чух, Софья Ивановна салхуллӑн ӳсӗркелесе кӑна илет, хӑйӗн пӗр ӳпкевсӗр те ытлашши сӑмах ваклама юратман, нимӗнпе те интересленмен хӗрне халӗ вӑл паллайми пулчӗ. Лаптӑкпа юнашар ҫерем ҫинче тӑварса янӑ вакӑрсем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ, плугпа ӗҫлекен ҫухаҫӑ Аким Бесхлебнов, стана ҫитиччен те утма ӳркеннине пула, пуҫӗ ҫийӗнченех сӑхманпа витӗнсе суха касси хӗррине выртнӑ та, йӑсласа ҫӑвакан ҫумӑр шавӗпе тӗлӗрсе кӑтӑш пулнӑ. Эсӗ ӑна кала кӑна, вӑл пӗтӗм тӗнче тӑрӑх палкама пуҫлӗ: ман ҫинчен калаҫу пулнӑ — ҫавӑн пек те, ҫавӑн пек. Вӑл килӗшмесӗр, полковник ку ӗҫе тума, паллах, хӑяс ҫук. «Халех пурне те пӗлсе ҫитӗн, сыхланса кӑна тӑр». Ҫыру ҫырма пуҫласанах ҫывӑрса та кайнӑ эпӗ… Иохим чӗринчи кашни хумхану йӗрӗ, унӑн хуйхи-суйхин кашни уйрӑм хусканӑвӗ самантрах тӗлӗнмелле шӑхличӗ сассинче илтӗнсе каять, вара ҫав сасӑсем, пит уҫӑмлӑн илтӗнсе, пӗрин хыҫҫӑн тепри каҫ шӑплӑхне тухса вӗҫеҫҫӗ. Воропаев ӑна типшӗм шӗвӗр хулпуҫҫинчен тытрӗ. Жданов ҫыр хӗррипе юр пӗлӗчӗсем вӗҫеҫҫӗ, тротуарсем тӑрӑх утиялланса шӑваҫҫӗ, силленекен хунарсен тӗлӗнче ухмаха ернӗ лапка-лапка юр пӗтӗрӗнет, вӑл подъездсемпе чӳречесен хӗррипе хӗвет, юхан шыв енче вара ҫил-тӑвӑл сӗм тӗттӗмлӗхре ӳлекен паркра алхасать. Эпӗ дворянсем хушшинче ытларах улшӑну пулнине асӑрхатӑп. Павел ун ҫине пӑхрӗ те васкавлӑн:— Ҫук, кирлӗ мар! — терӗ. Ун сӑмсине йӗклентерекен чӗрӗ юн шӑрши пырса ҫапрӗ. Эсир мана чӑнлӑхӑн, ҫуттӑн уҫҫине патӑр… Генерал ман еннелле ҫаврӑнчӗ те, куларах, ҫакӑн пек каларӗ: — Господин прапорщик! Ҫар канашлӑвӗсенче малтанхи сӑмах яланах наступлени туса тӑшманпа вӑрҫма сӗнни пулать; унӑн саккунлӑ йӗрки ҫавӑн пек. Тен, Геркулес та, кашни утӑмрах хӑрушлӑха кӗрсе ӳкме пултараканскер, вилчӗ пуль, хӑрушӑ вилӗмпе вилчӗ пуль. Мӗскӗн комендант арӑмӗ халӗ те крыльцо умӗнчех выртать, ун патӗнче икӗ казак хурал тӑраҫҫӗ. — Пӗр ҫын пурӑнӑҫне ангелсем кӗмӗл мӑлатуксемпе туптаса параҫҫӗ, теприне — усал, пуртӑ тӑршипеле… — Геркулес! — терӗ вӑл. — Геркулес! Андрей ыранхи кун пирки пӑшӑрханать. Шкул лӑпланса ҫитсен, Том чӑн-чӑнах тӑрӑшсах вӗренме хӑтланса пӑхрӗ, анчах унӑн пуҫӗнче йӑлт арпашса кайрӗ. Вуламалли урок вӑхӑтӗнче вӑл сӑмахсене пӑтраштарса йӑнӑшрӗ. Унтан Ромашка килчӗ. Вӑл тӑпӑлтарнӑ ҫӳҫ пайӑркисене хуллен тӑсса тӳрлетрӗ те, пӳрни тавра яваласа, ункӑ пек турӗ. Акӑ мӗншӗн, мистер Гэндс! Унсӑр пуҫне тата кунта куҫакан япаласене хирӗҫлекен сывлӑш ҫукпа пӗрех, — ӑнлантарса пачӗ пире профессор. — Пӗлместӗп, — терӗ. — Хӑваласа ярӑр ӑна, Мадонна! Валя мана хай патӗнче ҫӗр выртса кайма ӳкӗтлерӗ, эпир вара тухтӑра Володя киле пӗчченех таврӑнать тесе телефонпа пӗлтертӗмӗр. Таркӑнсенчен аллӑ фут леререх тин кӑна сӑрланӑ хӳме пысӑк мар ҫӗр лаптӑкне хупӑрласа тӑрать. Ҫывхарах пырсан, Гленарван ҫак хӳме варринче чӑнласах та Ҫӗнӗ Зеланди ҫулпуҫӗн масарӗ пуррине ӑнланчӗ. Капла калани амӑшне кӳрентерчӗ. Инсаров вара пӗр хускалмасӑр тӑрать, ҫирӗп аллисемпе вӑл хӑйӗн пурнӑҫне ӑна панӑ ҫак ҫамрӑк хӗре ыталанӑ; вӑл кӑкӑрӗ ҫинче ҫӗнӗ, вӗҫӗмсӗр хаклӑ йывӑрлӑха туйрӗ, — кӑмӑлӗ ҫемҫелни, ӑнлантарса памалла мар тав туйӑмӗ хӑйӗн ҫирӗп чунне ним юлмиччен аркатса тӑкрӗ, вара унӑн куҫӗсем ҫине нихҫан курман куҫҫулӗ пӑчӑртатса тухрӗ. Сирӗн ӗҫре ӑнӑҫлӑх пулатех, Алёша, епле пулсан та пулать, ӗненӗр мана! Ик кӗрӗклӗ арҫын ман ҫумранах майӗпен ҫеҫ иртрӗ те ҫавӑнтах пӗр кӗрӗкӗпе мана витрӗ. Мӗн пирки эпӗ юриех ҫине тӑнӑ-ха, хам курайманнипе тетӗр-и? Симурден, Гешан тата Радуб типӗ вара анчӗҫ. Шухӑша кайса утса пынӑ хушӑра, сасартӑк лаша ури сасси илтрӗм. Яко не оставит господь жезла грешных на жребий праведных… Малтан Инсаров тӑчӗ те сӑхсӑхма пуҫларӗ… — Иван вӑл упапа кӗрешнӗ. — Акӑ мӗн, — ӑнлантарнӑ Келли. Вӑл мана: «Кам йӑх хӑварать, ҫавӑ производитель пулать», — тет. Джемма пуҫне усрӗ. Тин ҫеҫ бала уҫнӑ Петерсон, — дамӑсемшӗн ку яланах хӑйне уйрӑм мӑнаҫлӑх шутланать, — халӗ ӗнтӗ ҫинҫе те яштака Олизарпа кайрӗ. — Манӑн мӗнпур паттӑрсем ӑна хирӗҫ тухнӑ, — ответленӗ Робертс, — вӗсенчен вӗреннӗ те вӑл. — Таптаса лапчӑтӑр та ӑна, пире ҫывӑрма ан кансӗрлӗр! — терӗ Гаррис. — Ҫапах та килтисене курса калаҫрӑр… Вӗренессе эпӗ питӗ сахал вӗрентӗм, мӗншӗн тесен, маларахах каларӑм ӗнтӗ, юлташсенчен кая тӑрса юлнӑччӗ, вӗсене хуса ҫитме пӗччен пултарайманнипе мӗн вуланине юри кӑна итленҫи тата ӑнлананҫи турӑм. Пысӑк уяв, ӑна ирттерме кунта начальниксем хӑйсем ҫине илнӗ… «Кулах, кул ӗнтӗ! — терӗ хӑй ӑшӗнче тимӗрҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн тухса. Пурне те майлаштарса пама пулать, вара сирӗн вӑхӑт шухӑшласа пӑхсан, сахалрах ҫухалӗ. Анчах ҫак хӑйне хӑй маннӑ самантсем нумая пымарӗҫ, хырӑм выҫҫи ӑна пӗр хӗрхенӳсӗр чӑн-чӑн пурнӑҫ патне иле-иле таврӑнчӗ. Вӑл, хӑй евӗрлӗ, аслӑ чунхаваллӑ япала. Ку та ҫитет! Аккасем, тапранса кайнӑ поезд хыҫӗнчен пыраканскерсем, ӑс пани, кайран Катя вагонне куҫса ларни, эпир иксӗмӗр ваттисем корзинкӑсене мӗн-мӗн чиксе янине пӑхни манӑн асӑма килсе кайрӗҫ. — Малтан эпӗ ӑна салатасшӑнччӗ, кайран тӗлӗк куртӑм та, тӗлӗкри сасӑ мана ҫав укҫана Валаам ятлӑ пӗр негра пама хушрӗ — Валаам ашакӗ тенӗскерне. Калас пулать, вӑл чӑннипех те ухмах. — Эсир ытла та кӑмӑллӑ, — терӗ вӑл салхуллӑн. Кӑвакки, кӑвакки ялкӑшса кӑна тӑрать! Хӑвах пӗлетӗн, мана, пӗр пӗччен арҫынна, хӗрарӑмсем хушшинче ҫӳреме лайӑх мар. Пӗр ҫуртра пытанса тӑнӑ вӑл, анчах тӗттӗм пулсан, кил хуҫи ӑна халех тухса кайма хушнӑ… Ҫакӑншӑн камӑн ответ тытмалла? Икӗ жандарм Николая икӗ хулӗнчен тытрӗҫ те ӑнахыттӑн уттарса кухньӑналла илсе кайрӗҫ. Санӑн — секретарӗн — рабочи класӑн кашни ӗҫрех ҫиелте пулмаллине ӑнланмаллах ӗнтӗ, ӑна истори те кӑтартса парать, факт! Нургалей кӳреннӗ пек пулчӗ: — Уй, ӑнланмасть! Катя, хӗрӗмҫӗм! Огняновӑн чӗри ыратса илчӗ. Ҫатан хыҫӗнче хӑвна тата ҫакӑн пек икӗ йӗкӗт кӗтсе ларнӑ пулсан мӗн тӑваттӑнччӗ? Вӑл пирӗн умран иртнӗ чухне унтан темскерле чухласа илмелле мар ырӑ шӑршӑ сарӑлчӗ, хӑш-пӗр чухне савнӑ хӗр ҫырнӑ ҫыруран ҫавӑн пек ырӑ шӑршӑ кӗрет. — Эс астӑватӑн, ун чухне… каҫалапа… пикникре. Эсир, тӑвансем, — терӗ вӑл малалла ӗнентерӳллӗ сасӑпа, — хӑвӑрӑн ҫӗнӗрен ҫуралнӑ вут хутаканпа кунтан тухса кайӑр-ха: кӗтмен ҫӗртен нимӗҫ килсе тухсан, кайса элек парӗ. — Ах турӑҫӑм, мистер Диаз! — тенӗ хуҫи, ҫӗнӗ хӑнана саламласа. Кивҫенле ӗҫекен ултӑ хӑни патӗнчен пӗр хӑнашӑнах пӑрахса кайнӑ вӑл, ҫав хӑни укҫа тӳлесе хӑварассине пӗлнӗ вӑл. Паллах ӗнтӗ, пирӗн шкулта вӗренекен пӗр хӗрача та ҫакнашкал:— Пальтуна ил, кайрӑмӑр! — тесе хушма хӑюллӑх ҫитереймен пулӗччӗ. Пӳрте кӗрес умӗн мана старик — кукша пуҫлӑскер, пӗчӗкскер, сарлака хулпуҫҫиллӗ те патмарскер — Хорь хӑй кӗтсе илчӗ. Ну, кунта вара эпӗ, паллах, сиксе тӑтӑм та, ӑна вӗтелеме тытӑнтӑм. — Тытӑнса пӑхатӑп. Закон та, хаҫатсем те, наука та вӗсенчен, пурте вӗсенчен килет. — Эсӗ Енюша патӗнчен-и? Сасартӑк таҫта ҫухалать-каять! — Ҫапла, — терӗ жандарм, пирусне пӑшал кӗпҫи ҫинче сӳнтерсе. Унтан каллех хӗснӗ куҫӗсемпе Якова питрен тӳррӗн пӑхса, ӗнентерӳллӗ сасӑпа темле ӑнланмаллах мар япаласем ҫинчен калама тытӑнчӗ; унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ: хӑйне ҫаратма тӑни ҫинчен полицие пӗлтерменнипе Яков саккунсӑр ӗҫ тунӑ, анчах халӗ ун ҫинчен пӗлтерме вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ. Озеров ун аллинчи чечеке илчӗ, шӑршласа пӑхрӗ, унтан вара пӗр хавассӑр сӑмах хушрӗ: — Шел, кун пек шӑрша пурте туйсах каймаҫҫӗ ҫав, уйрӑммӑнах инҫетрен… — терӗ вӑл. — Пӗрне те пулин чӗррӗн хӑварсамччӗ, пепкем! Эпӗ ӑна: эсир тӑрӑшнине пула эпӗ хама хам пит аван туятӑп, тесе ӗнентерме тӑрӑшрӑм. Революци халӑх тӑшманне тыткӑна илчӗ: вӑл текех ҫапӑҫма, кӗрешме, сиен кӳме пултараймасть. Каҫ пулнӑ ҫӗре районтан Давыдов чӗнсе илнӗ милиционер килсе ҫитрӗ. Ку ӗнтӗ пӗр енчен вӑл кунӗпе ӗҫлӗ пулнӑран килнӗ, тепӗр енчен тата хӑрани, ку ӗнтӗ чи паллӑ сӑлтавӗ, ытти тӗрлӗ вӑйлӑ сисӗм-туйӑм пекех, пӗрмай пӗр виҫере нумайччен тытӑнса тӑма пултараймасть. — Ҫук, ҫук, Том мар… — Томас. Любовь, шуралса кайса, Смолин ҫине шиклевлӗн пӑхса илнӗ. Эпӗ чӗнмерӗм. — Ман пирки — урӑх сӑмах. Манӑн урӑх пурнӑҫ. — Эсир ман валли часрах ирхи апат хатӗрлесе парсан аван та пулӗччӗ. Ӑҫта? Павел Петрович салтӑнмарӗ, китаецсен хыҫсӑр хӗрлӗ туфлине хывса, лакпа ҫутатнӑ кӗске кунчаллӑ атӑ кӑна тӑхӑнчӗ. Алексей лӑпкӑн ҫеҫ сӗт ӗҫсе ларчӗ. Халь тин эпӗ хам ырӑ мар тунине чӑннипех туйса илтӗм. Юлашки талӑкра ӑна пачах апат ҫитермен. Вӑйсӑрланнӑскер, вӗренсем ӳте касса кӗнипе тертленсе пӗтнӗскер, Дик Сэнд вилӗме кӗтрӗ — вилӗм мӗнле тискер пулсан та, вӑл ун хыҫҫӑн асапланма пӑрахӗ. Ну, килех кунта, лашам, ан хӑра! — Ӑҫта каятпӑр эпир? — каллех ыйтрӗ Ромашов. Кунта, Техасра, кашни утӑмрах хӑрушлӑх пур. Сӑмахран, индеецсене ил. Трофим ҫавӑнтах йӑвашланчӗ: Давыдова итлесе, мӑйракине ун аллинчен йӑвашшӑн кӑна вӗҫертме хӑтланнӑ май, пырсан-пырсан пуҫне силле-силле илсе, вӑл ун ҫумӗпе кӗтӗртетсе чупса кайрӗ. Ҫӳҫӗ — шӑрт пек, куҫӗсем — вӑкӑрӑнни пек! Ултӑ ҫула ҫитсенех вӑл Вильшӑн та, ытти ачасемшӗн те амӑшӗпе ашшӗ вырӑнне пулнӑ. Сильвер лӑпланчӗ, Джорджӑн тата ытти вӑрӑ-хурахсен пит-куҫӗсем ҫинче эпӗ Сильверӑн сӑмахӗсем харама кайманнине куртӑм. Хӗненипе пичӗ йӑлтах кӑвакарса, хуралса пӗтнӗ, куҫӗсем тискеррӗн пӑхаҫҫӗ, йӑлтах карчӑк пулса тӑнӑ. — Эмелле, тӳсӗм ҫук! — терӗ вӑл. Саланӑр килӗрсене, мана пӗччен юлса канма парӑр. Анчах ӗҫленӗ ҫулсене эпӗ хама сывлӑшра ҫӗр ҫинчинчен лайӑхрах туйма хӑнӑхнӑ. — Кулаксене тустарма илсе кайӑр. Мӗншӗн чӗнмесӗр ларатӑр-ха эсир? Йӳнӗ те ҫирӗп тумалла пултӑр, э? Профессор хӑйӗн сӑмахне пӗтернӗ хыҫҫӑн эпӗ алӑ ҫупа пуҫларӑм. Кам касрӗ, Горева мар-и? — Юрать, ӗҫ тухать, — терӗ юлашкинчен Ерофей Кузьмич. Мана вӑл ҫак изобретени тӗлӗшпе хӑй мӗн ҫамрӑкранпах тимлӗн ӗҫлени ҫинчен каларӗ. Халӗ вӑл хӑйӗн машинин хӑма татӑкӗсем ҫине Бальнибарби чӗлхинчи пур сӑмахсене те ҫырса хунӑ. Ку ҫеҫ те мар, вӑл кӗнекесенче усӑ куракан япала ячӗсен, глаголсен, ытти пуплев пайӗсен хисепӗсене те тӗп-тӗрӗс шутласа кӑларма пултарнӑ. — Вӑл вилсен, — терӗ Елена паҫӑрхи пекех, — эпӗ те вилетӗп. Ну, савнӑ ҫыннӑм, кунпа ниепле те килӗшме ҫук вара! Эпӗ сан ҫинчен, Ленинградри рабочи класс представителӗ, лайӑхрах шутланӑччӗ! Индеецсемпе кӳршӗллӗ пурӑнма кӑмӑл тусах кайманнисене пӗлтерӳсем: ҫав ҫапӑҫма юратакан, паттӑр ҫынсем поляксене уйрӑмах юратаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем сире кӑмӑлласах йышӑнӗҫ, килӗштерсе пурӑнӗҫ, тесе шантарнӑ. Мана хамӑр малалла шуни майӗпе чарӑнса пынӑ пек, вӑл пачах чарӑнса ларас самант ҫав тери ҫывӑх пек туйӑнать, — вара пароход мӑкӑртатма, унӑн кустӑрми ҫунаттисемпе ҫӑра шыва ҫапса пыма чарӑнать, пур сасӑсем те йывӑҫ ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑннӑ пек тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, пурпа ҫырса хуни шӑлӑннӑ пекех ним палӑрми пулаҫҫӗ те мана ним хускалман сывлӑш, шӑплӑх хӑватлӑн ҫавӑрса илмелле пек туйӑнать. Пуҫӑмра мӗнле тӗлӗнмелле те урнӑ шухӑшсем сӗрлесе хӑпнине турӑ пӗлет… Вӗсем никама та хӗрхенме юратман улпут ывӑлӗсем килнӗрен хӑраса ӳкрӗҫ пулас е хӑйсен хӗрарӑм йӑлине ҫеҫ палӑртрӗҫ пулмалла: арҫынсене курсанах кӑшкӑрса янӑ пек турӗҫ те ҫавӑнтах тарса пытанчӗҫ, унтан хытӑ вӑтаннипе пичӗсене нумайччен ҫанӑпа хупӑрласа тӑчӗҫ. Вӗсем грексен халапри туррисем сӑнарлӑ мар. — Яланхи пек, ҫуранах-и, мистер Стумп? Денни, тискер Денни, ҫурӑмӗпе хӑйӑр ҫинче выртнӑ. Нихӑҫан та, никама та каламан… — Ун пирки хӗрарӑмсем, мана ҫавӑтса пынӑ чухне, хӑйсемех каласа пачӗҫ… Анчах хырӑм выҫҫийӗ тата нимӑне пӗлмесӗр асап тӳссе ларасси вӑл сехре хӑпса хӑтланнисенчен те усалтарах. — Вӑл юлашки сӑмахӗсене питех те ҫепӗҫҫӗн, йӑлӑннӑ пек каларӗ. Чертокуцкий, куҫӗсене чарса пӑрахса, пӗр вӑхӑт аҫа ҫапнӑ чухнехи пек нам хускалмасӑр выртрӗ. Поход пӗтсен воин хӑйӗн ҫаранӗсемпе анисем патне, Днепр урлӑ каҫмалли вырӑнсем патне таврӑннӑ, пулӑ тытнӑ, суту-илӳ тунӑ, сӑра тунӑ, вӑл ирӗк козак пулнӑ. Пӗтӗм пилӗкне ыраттарса пӗтернӗ пек. — Апла пулсан — ан хускал. Сёмка суймасть пулсан…» Ӗнер эпӗ правленире шутласа пӑхрӑм та сирӗн, ҫӗре пӑхсан, туртӑм вӑйӗ ытлашши пулни палӑрчӗ. Пӗр харсӑрри ман пит-куҫ патне пит ҫывӑха хӑйса утса пычӗ те, эпӗ ӑна пӗтӗмӗшпех куртӑм. — Эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм… Эпӗ пултараймарӑм! — тесе йынӑшса ячӗ Поттер. — Ҫук, вӑл мар… Эпӗ акӑ халех, ҫак минутрах каятӑп, анчах акӑ ҫак фрейлейн, ҫак мадам мар, акӑ ҫакӑ е ҫак (вӑл Еленӑпа Зоя ҫине кӑтартрӗ) мана einen Kuss, эпир нимӗҫле ҫапла калатпӑр, чуптума патӑр; ҫапла; мӗнех вара? Пӗр хушӑ ҫапла кашкӑр улани те ҫын ахлатса сывлани кӑна илтӗнсе тӑчӗ. Николай Артемьевич икӗ утӑм каялла чакрӗ. — А халӗ, Паганель, — терӗ Гленарван, — мана пӗр пытармасӑр каласа парӑр-ха. — Пирӗн мадера пекрех, сыпӑр та тӗрӗслӗр. Эпир ӑна вӑратма та хӑтланса пӑхрӑмӑр, анчах та вӑл, ыйӑх тӗлӗшпе, пӗчӗк ача пек кулса ячӗ те, тепӗр еннелле ҫаврӑнса выртрӗ. — Кӑкӑрне уксуспа хутӑштарнӑ ҫупа сӑтӑрас пулать. Ҫынсене ӑсласа ларма пысӑк ирӗк панӑ, анчах ӗҫ тума нимӗн чул та паман, ҫавӑнпа та этем, пурӑнас вырӑнне, ҫӗрет, шӑршӑ сарать… Тата касмалли икӗ сӗвем ҫеҫ юлсан, канат каллех туртӑнчӗ, эпӗ вара тепӗр хут ҫил вӗрессе кӗтме пуҫларӑм. Пӗтӗм патронӗсене персе пӗтерсен, Наум, юлашкипе Саррӑна пенӗ те хӑй винтовка тытса вилӗме хирӗҫ чупса кайнӑ. Ӗнтӗрӗк ним систермесӗрех ҫарӑлчӗ. Паллах ӗнтӗ, учитель шкул ачисене килелле салатса яна: учитель ҫавӑн пек тума чухламасан, пӗтӗм хула тӗлӗнетчӗ ӗнтӗ. «Каҫса кайрӗҫ-ши пирӗннисем, ҫук-ши? — шухӑшларӗ вӑл. Урӑх тумтир тӑхӑнса килмелле пулчӗ. Турӑ каҫӑртӑрах та, паян ҫав ӗҫе чи малтанхи хут та чи юлашки хут турӑм. Шутласа хуни мӗн чухлӗ! Чуб тимӗрҫӗ сассине палласа илсе, кӑштах каялла чакрӗ. Анчах Элен… Мэри… Вильсон хулпуҫҫисем ҫине тӑрса Джон Мангльс тул еннелле пӑхрӗ. Храм алӑкне туземецсем ҫирӗмӗн сыхлаҫҫӗ. — Хушамату мӗнле? Вӑхӑт-вӑхӑтпа вӑл пӳрнипе те ҫикелесе пӑхрӗ. Пӗве леш енче, сӑрт тайлӑмӗпе, хуп-хура ҫӗртме пусси тӑсӑлать, ун урлӑ каҫса каякан йӑмӑх симӗс тӳп-тӳрӗ йӑран, инҫе кайса, аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсемпе хуралнӑ ҫӗреллех пырса тӗкӗнет. Вӑл ирландец, теҫҫӗ вӗсем, анчах ҫавӑ тӗрӗс пулсан, вӑл пӗртте эпӗ ҫӗнӗ Орлеанта курнӑ ирландецсем пек мар. Хӗвел те, Уйӑх пекех, ҫурри е пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленет. Кунта пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Эпӗ ӳпкелешместӗп. Ҫак философилле шухӑшсене вӑл вӗрентмерӗ пуль те сана? Пире мар, эпир — авалтантах Русь, пирӗн тӗн чӑнскер, хӗвелтухӑҫри тӗпренхи вырӑс тӗнӗ, а лешӗ пурте — Хӗвеланӑҫӗ, ирӗклӗ шухӑшласа пӑсӑлса кайнӑскеррӗн тӗнӗ! Тусен тӑррисенче ҫилпе арканса пӗтнӗ тӗтрен нӳрӗ мамӑкӗ, тинӗсе тусенчен чӗрӗ чаршавпа уйӑрса, сывлӑшра тӑрать. — Эпӗ вигвама чупса кайса тумланса килетӗп те, кунӗпех пӑр ҫинче вылятӑп. Эпӗ ҫӳҫенсе илтӗм те хӑраса хытсах кайрӑм… Шотланди сӑрчӗсенчи тискерлӗхпе илемлӗх ҫупӑрлавӗнче, Малькольм-Кэстльре, ҫамрӑк мӑшӑр телейлӗ пурӑннӑ. Ну, шутлатӑп: мана, ан тив, лектӗрех ӗнтӗ, нам айӑпсӑр пепкене ҫапах мӗншӗн кӳрентермелле-ха?.. Пӗр сӑмах — тискер этемсем, ирсӗр чуниллисем! Вӗсем урама тухрӗҫ. Иккӗмӗш ҫаврӑну. Кӗрхи ҫумӑр пӗлӗчӗсем чарӑна пӗлмесӗр вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхтерсе тӑратчӗҫ, ҫав ҫын тӑваткӑл йӑрӑмлӑ тутӑрпа пичӗ ҫинчен тарне шӑлса илсен, ҫумӑр хуллентерех ҫунӑ пек, ҫын каллех тарласа пынӑҫемӗн ҫумӑрӗ те вӑйлансарах кайнӑ пек туйӑнатчӗ. — Мӗн, курас килекен пулчӗ-и, ухмах? — тенӗ Миките ӑна хирӗҫ. Олейник отделенийӗ вырнаҫнӑ вӑтаҫӗрти блиндаж пӑтӗнчен тылалла тарӑн алтса тунӑ кукӑр-макӑр ҫул тӑсӑлать. Ун тӑрӑх пысӑк мар сӑрт тӳпине вырнаҫнӑ наблюдательнӑй пункта та, унтан лерелле те, касса тата снарядсемпе амантса пӗтернӗ лутра вӑрмана та кайма пулать. Наблюдательнӑй пунктра — Шаракшанэ. Пӳрнине куҫӗсем тӗлне тытса, Джемма сылтӑмпа сулахаялла кӑтартса илчӗ. Донка хушӑран ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ, татах ларчӗ. — Эсӗ мана ӗненместӗн-и? Ҫак сӑмахпа килӗшмеллех пулчӗ, приборсем пурте куҫ умӗнчех. Эпӗ хам ҫӗрӗпех куҫ хупмарӑм, вӑл та пӗр минут та ҫывӑрманнине пӗлсех тӑтӑм эпӗ. — Мӗнле условипе? Ку вӑл ытларах — пӗлменнипе пулӗ, тен тата плуг тыткӑчне усал кӑмӑлпа тытнипе пулӗ. Пӗлетӗн-и, мӗнлескерсем вӗсем ман? Малта, Лапшиновӑн сӑрӑ лаши ҫинче, Любишкин Павло сиккипе ыткӑнса пырать, унтан сылтӑм енче шатра питлӗ Агафон Дубцов чукмар тытса, тем тума та хатӗррӗн хӑрушла курӑнса пырать, хыҫалта тата, тӗрлӗ тӗслӗ лашисем ҫинче, йӗркине-мӗнне пӑхмасӑр, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш бригадӑри колхозниксем ҫӗмӗрттерсе пыраҫҫӗ… Вӑл ӗнтӗ вӑтӑр ултӑ ҫул тултарчӗ… ҫук, тултармаллаччӗ, — терӗ профессор хуллен. Ҫӗнӗ ӗҫе пикенме вӑхӑтӑм та иртнӗ пек те ӗнтӗ, — ҫапла-и? Темиҫе пӳрте куҫарса кайнӑ. Паян каҫах ун патне кӗрсе пӑхӑп, тен, ӑна мӗн те пулин кирлӗ пулӗ. Эсӗ Степанпа пӗрле кӗтессенче пӑшӑлтатнинчен ҫынсене усӑ нумаях мар. Эсӗ, Алеша, лешне, хӑвӑнне качча ил… начарах мар! Гленарван пуҫне сулларӗ. «Кам ӗҫӗ ку?» тесе ыйтсан, хӗрарӑм: «Диаз, Диаз!» тесе ҫеҫ ответлеме пултарнӑ. Куна кам кӑшкӑрчӗ-ши тесе ҫаврӑнса пӑхрӑм: Шерборн полковник иккен. Вӗсенчен чылай малтанрах, тул ҫутӑлнӑ чухнех тенӗ пек, ҫав еннеллех — Нуэсес шывӗ еннелле — тепӗр пӗчӗк ушкӑн, тӑватӑ юланут кайнӑ. — Мӗнле тӗтре ӑшӗнче? — Уэлдон миссис, эсир кунти ҫӑткӑнсене ытла пысӑк чыс тӑватӑр капла, ҫын мар, ытларах вӗсем хӑраҫҫӗ пуль ҫынна тӗл пулма. Андрей ӑна ҫӳҫӗнчен шӑлса ачашларӗ. Пӗрре ҫапла, эпӗ ҫавӑн пек хӑтланнӑ вӑхӑтра, пӗр темле сунарҫӑ мана кайӑк тытмалли пулькӑпа персе лектерчӗ, ӳт-пӗвӗн сылтӑм енне ҫирӗм ҫичӗ пулькӑ кӗртсе лартрӗ; вунпӗрӗшне кукамай йӗппе чакаласа кӑларчӗ, ыттисем вара ман ӳт ӑшӗнче нумай ҫул хушши ларчӗҫ, ерипен ҫеҫ туха-туха пычӗҫ. Вӑл аран-аран сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. — Выртах хам ҫумма… Амӑшӗ ӑна питӗнчен пӑхрӗ те унӑн мӑнкӑмӑллӑ, хӑюллӑ ҫунтаракан куҫне ҫеҫ курчӗ… Таврари тарӑн юра юн витрӗ, тӗллӗн-паллӑн юн кӳлленчӗкӗ те пулса тӑчӗ. — Ӑҫта? — Ун пек шутламастӑп, — терӗм эпӗ, ӑна ответлесе. — Вӑл пиртен чи кайран ухмаха тухӗ. Баракра, Акимӑн кӗске сӑмахӗ хыҫҫӑн, Жухрай калаҫма пуҫларӗ. Художник ним тавӑрса калама пултараймарӗ. — Туршӑн та, атте, эпӗ, атте… Ҫурри уҫӑ тӑракан кӗҫӗн алӑкран пуҫне урамалла кӑларса пӑхрӗ те вӑл, кассӑн-кассӑн вӗрекен ҫил ҫурӑмӗнчен тӗртсе талкӑштарнӑ пек вирхӗнекен Давыдов халӑх кӗлечӗсем еннелле ҫирӗппӗнех мар, анчах хӑвӑрттӑн утса кайнине курчӗ. — Ох, мистер Стумп, юратнӑ ҫыннӑм, ун пек ан калӑр. Ҫак сценӑна айккинчен пӑхса, сӑнаса тӑнисем ун пӗлтерӗшӗ мӗнлерех синкерлӗ пулнине пуртех те пит лайӑх ӑнланчӗҫ пулас. Ватаракша хӗрринче, хисепсӗр йышлӑ Морозовсенчен пӗри уҫнӑ трактир умӗнче, ӳсӗр юрӑсем янӑранӑ, купӑс сасси ҫуйӑхнӑ. Халь ӗнтӗ вӗсене хӑваласа ҫитес ҫук! Ун пек чухне эпир пӗр-пӗр тулалла тухса тӑракан чул хӗррине урасене усса калаҫкаласа ларатпӑр, апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӑл шывне ӗҫетпӗр. Манӑн вӑл ҫакнашкал пӗчӗкҫӗ пулнине курас килет. Ҫак ҫынна эпӗ хампа пӗрле сунара илтӗм, Иста хӗрринчи пысӑк хурӑн ращине унпа пӗрле тягӑна кайрӑм. Ҫапла тавҫӑрса илсе майор Бен Джойсан мӗнпур историне майлаштарса пачӗ. Клубра пулса иртнӗ сцена хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш кунне Фома хуларан ҫичӗ ҫухрӑма, Званцев хуҫан вӑрман пристанне, пырса лекнӗ. Мария Богдановна Мережкова, санатори директорӗ, пур енчен те ҫирӗп ҫын пек курӑнать. — Санпа, санпа пӗрле кӑна, Бойчо, — терӗ вӑл, аллисене кӑкӑрӗ умне хӗреслетсе тытса. Ҫак саманта вӗҫертрӗн-тӗк вара — граната пӑрахма кая юлтӑн: танк траншея урлӑ ыткӑнма ӗлкӗрет. «Кольхаун ҫавӑн ҫинчен ним те пӗлмест тесе шанма пулать, — тесе шухӑшланӑ Луиза. Ун нервисем хӗлӗхсем пек туртӑнса тӑнӑ пулнӑ. Унтан вара, атте рак чирӗпе чирлесен, манӑн хама алла илмелле пулчӗ, мӗншӗн тесен мансӑр пуҫне ӑна пӑхакан ҫын урӑх пулман. Ах, сэр, чӗркуҫленсе тархаслатӑп сире, ҫӗр ҫине пуҫласа тухма мана ирӗк парӑр! Эстрада театрне кӗмелли хапха умӗнче тӑракан дежурнӑй, пӗчӗкҫеҫ старик, калинккерен кӗме хӑтланнӑ монтера ятлать. Лешӗ те ҫав, юпа ҫине хӑпармалли тимӗр «кушакӗсене» те, уҫҫийӗсене те, чӗн пиҫиххийӗсене те илсе килнӗ. Анчах эпӗ общество ырлӑхӗшӗн кӑна ҫырма тӑрӑшатӑп, ҫавӑнпа та эпӗ нихӑш енчен те кӳренме пултараймастӑп. Серби хӑй никама пӑхӑнманни ҫинчен пӗлтерет. Мана хӑй патне кухняна чӗнсе, вӑл манпа юнашар сӗтел хушшине ларатчӗ, кастарса янӑ ҫӳҫне алӑ тупанӗсемпе хытӑ сӑтӑратчӗ те мана хӑлхаран шӑппӑн калатчӗ: — Ну, яра пар! «Пчелка» ятлӑ хаҫат илсе вуларӑм. Яков Лукич хайхи, йывӑҫран тунӑ чалӑш патаккине йӑтса, ҫеҫенхире тухса кайрӗ, уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсене икӗ кун хушшинче Рак пӗви хыҫӗнчи ҫӗре валеҫсе пачӗ. Герцогпа король пирӗн мӗнле тӳшек-минтер пуррине пӗлме хӳшше кӗрсе кайрӗҫ. — Вӑл мана питрен ҫупса янӑ пулсан… мана ҫӑмӑлтарах пулатчӗ» — тен, ӑна та ҫӑмӑлтарах пулатчӗ. Унтан вӑл каллех: ҫав ӑшӑ кӑмӑллӑ, чуна ҫывӑх сӑмахсене калам-ши е калам мар-ши тесе иккӗленнӗ евӗр, ман ҫине тинкерсе вӑрах пӑхрӗ; вара эпӗ, ҫак иккӗленӗве асӑрхарӑм та сӑн-питӗмпе мӗн калассине пӗтӗмпех калама тархасларӑм, анчах вӑл: «Халь университетра наукӑсене сахал вӗренни ҫинчен илтсеттӗм», — терӗ те хӑйӗн Сюзеткине чӗнсе илчӗ. Анчах Шалый унран ҫаплах хӑпмарӗ. Ҫутҫанталӑк унӑн сарӑ тирне темле тӗлӗнмелле тӗрлесе пӗтернӗ, унӑн тирӗ ҫине вӗтӗ-вӗтӗ тӗрӗ туса, хӑйне майлӑ пит хитре ылмашса пыракан темле ункӑсемпе пӑч-пӑч хура йӗрсем ӳкерсе пӗтернӗ. Лантенак лашине тапкаласа илнӗ. Ҫак сӑмаха вара унӑн хуҫин ҫеҫ пӗлмелле пулнӑ. Тӗлӗнтермӗш! — Сад пахчине кайӑр; вӑл унта. Эпӗ качча илетӗп сана. Чӳрече умӗнче, садра, исполком сторожихин таврари курӑк пекех симӗс те ҫемҫе мамӑклӑ хур чӗпписем васкасах апат шыраҫҫӗ. Шӑхличӗсем те, хӗрарӑмсем те, санӑн Марьйу те — вӗсем пурте пӗр урапа ҫинче. Эс, Егорий, халь пӗчӗк-ха, ӳссен ак аҫу-аннӳне тӑрантарма тытӑнатӑн. — Есть! — Санька, тупа тунӑ-и эсӗ? — терӗ вӑл. — Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар. Ваҫили Андрейч мӗн тӑвасшӑнне ӑнланса илсен, вӑл лашана кирлӗ мар ҫуна ҫиттине витӗнмешкӗн илсе юласшӑн пулнӑ, ҫавӑншӑн вӑл Ваҫили Андрейча кӑшкӑрса янӑ. Анчах ҫав ҫын ҫухалса кайман, вӑл ҫак вӑрӑсемпе ҫапӑҫма тытӑннӑ, вӗсемпе вӑл юн юхтарсах ҫапӑҫать, вӗсене мӗн алла лекнӗ — ҫавӑнпа хӗнет. Хам кимме бухтӑна хӑварса эпӗ сӑрт ҫине хӑпартӑм, вара хӗвелтухӑр енче кӑнтӑртан хӗвеланӑҫнелле тӑсӑлса выртакан тӳрем ҫӗр пуррине асӑрхарӑм. Хамӑн ырлӑхпа эпӗ вунӑ каччӑ та тупӑн, унтан чылай лайӑхраххисенех тупӑп. Вӗсенчен пӗрисем салхуллӑ, анчах хӑйсене лӑпкӑ тытаҫҫӗ, теприсем хуйӑхпа асапланаҫҫӗ. Угого урлӑ каҫсан, вӗсем хурлӑхлӑ каравана тӗл пулнӑ: Ливингстона чунтан парӑннӑ тарҫисем ун ӳтне хӗвелтухӑҫ ҫыран еннелле йӑтса пынӑ. Наталья часах вӑранчӗ, ӑна вӑл амӑшне хӗрхеннӗ, уншӑн кӳреннӗ пирки ирех вӑраннӑ пек туйӑнчӗ. — Мӗн тӑвӑн, вӑл хирӗҫ! — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ салтак. — Сирӗнтен пӗри те ҫакна хирӗҫ мар пулӗ? — тесе ыйтрӗ татах майор. Ҫавӑн пек илсе пырса панӑшӑн вӑл тав туни ачасене ӗлӗк те лайӑх мар пек туйӑннӑ. Ку хутӗнче вӑл тав туни вӗсене тата хытӑрах пырса тиврӗ. Ставрученко ашшӗ Макҫӑма тем калать, хавхаланса-хумханса кайнӑ ҫамрӑксем музыкант аллине чӑмӑртаҫҫӗ, унӑн малашнехи артистла пысӑк пуласлӑхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ашшӗнчен вӑл нумай пулать нимле хыпар та илмен, кил таврашӗнче ӗҫлет пулӗ-ха е унта-кунта ҫӳрет пулӗ тесе, ун ҫинчен тӗпчесе ыйтса пӗлес шухаша та пуҫа хывман. Эпӗ хам таса пулнӑ пулсан, ҫакна ӑнланман та пулӑттӑм, анчах авланиччен эпӗ, ытти арҫынсем пекех, хӗрарӑмсем пирки ҫапла шутланӑ, ҫавӑнпа та Трухачевский ӑшӗнче мӗн пуррине ҫырса хунӑ пекех вуларӑм. Вӗрентес-и? Тиншӗк кӳрсе пачӗ, сана ответ ҫырма хушрӗ. Анчах кам валли пуҫтармалла-ха? Вӑл тӳрӗ ҫын, ун ҫине шанма пулать. — Эсир-и-ха ку, Кирен? Акӑ вӗсем, ҫамрӑксем, директорпа хӑйсемпе пӗр тан ҫынпа калаҫнӑ пек калаҫаҫҫӗ… Эсӗ манӑн ҫуттӑм! Итле мана, старике, ҫырса яр ҫав вӑрӑ-хурах патне, эпӗ ахаль шуть туса ҫеҫ вылярӑм, пирӗн ун чухлӗ укҫа та ҫук, те. Юлашки шухӑшӑм тӗрӗс пулнӑ пулсан юрӗччӗ. Хӗр пӗр пуша пӳлӗм пур, вӑл Вильям тетӗшне юрӑхлӑ терӗ, Гарви тетӗшӗ валли вӑл хӑйӗн пӳлӗмне пама пулчӗ, ку пӳлӗм кӑшт аслӑрах терӗ, хӑй йӑмӑкӗсем патне куҫса, унта койка ҫинче ҫывӑрма килӗшрӗ; тата мачча ҫинче пӗчӗкҫеҫ пӳлӗм пур, унта улӑм тӳшек сарнӑ. Кӑна эпир туххӑмрах тӑватпӑр. Воропаев ун хыҫҫӑн утрӗ. Вӑл хумсем ҫийӗн, рифсем хушшипе, тӑшман куҫӗ умӗнчех ишни искусствӑн чӑн-чӑн хӑвачӗ пулчӗ. Тӗрӗссипе каласан, Катя манран чылай ытларах вулать, уйрӑммӑнах вырӑс литературине, ют ҫӗршыв литературине. — Эй! кам кӑшкӑрать? — каллех илтӗнчӗ сасӑ. — Икӗ ҫӗр! Кабинетри тата хӑна пӳлӗмӗнчи ӗҫсем Эпир киле ҫитсенех тӗттӗмлене пуҫларӗ. Унсӑр мӗнле тӑрса юлма пултаратӑп-ха эпӗ? Ну-и, старик те! Ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — А эсир? — Чӑннипе ман хушамат Бляхин мар, а… Мӗншӗн тесен, куратӑн-и, — анне манӑн аскӑнчӑк пурнӑҫлӑскер пулнӑ. Анчах штабс-капитан хӑйӗн хваттерне пырса кӗнӗ-кӗменех унӑн пуҫне урӑх шухӑшсем пыра-пыра кӗчӗҫ. Туррӑмҫӑм, мӗнле тутӑр ку! ҫӳхе батистран тунӑскер — амбра, чӑн-чӑн амбра, унтан генерал шӑрши кӗрсе тӑрать. Асӑннӑ полководецӑн аллинче икӗ пин ҫурӑллӑ отряд тытӑнса тӑнӑ, Шонгипе Хеки ҫулпуҫсем хутшӑнсан, унӑн ҫарӗ сакӑр пине ҫитнӗ. Вӑт вара вӑл мана калать: вӑл хӑть те мӗнле пулсассӑн та эпӗ ӑна юрататӑп, маншӑн вӑл лайӑх! Мересьев хӑйӗн пӗтӗм кӗлетки сивӗнме пуҫланине туйрӗ. Ун чухне ӗҫе кам ертсе пырас тет, ҫав командир пулма пултарать. Обыватель пӗлсе тӑрать: кун пек вӑхӑтра килте лармалла, ахалех хӑйӑ та ҫутмалла мар. Ҫутӑ пӗр-пӗр чӗнмен хӑнана илӗртсе кӗме пултарать. Тӗрмере пурӑнатӑп вӗт эп! — Ав мӗнле, манӑн ун пек пуласчӗ! Пӗтӗм оборона тӑршшӗпех пулемётсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, шӑтӑртатаҫҫӗ. Сан ҫине пӑхсан, эпӗ — кунта темскер пур пулмалла-ха, тесе шутларӑм. — Кам хирӗҫ? Гальцин княҫе тӗл пулса иртсе каякан аманнӑ ҫынсем йышлӑланнӑҫем йышлӑлансах пычӗҫ. Ҫӑлӑнни ҫинчен калаҫма иртерех-ха халь! — тавӑрчӗ Геркулес. Кимӗ хӳринче ура ҫине тӑрса, боцман вельбота йӑрӑмлӑ кит патне сулахай енчен пымалла ҫавӑрчӗ, анчах кит хӳрипе ҫапасран асӑрханса, кӑшт аяккарах тытрӗ — кит пӗрре ҫавӑрса ҫапни те вельбота турпас пек салатса пӑрахма ҫителӗклӗ. Йӗри-таврах ҫынсем пулчӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсем часах сывпуллашрӗҫ. Павел мӗнпурӗ те ҫавна ҫеҫ асӑрхаса юлчӗ: Ритӑн тӗтреленнӗ куҫӗсем ун ҫине ӑшшӑн пӑхрӗҫ, вӗсенче кӑшт хурланчӑк та сисӗнчӗ. Ӑна тепӗр хут — ку хутра ӗнтӗ чӑннипех — действительнӑй службӑна таврӑнма сӗнчӗҫ. Таҫтан аякранах Оленин, темӗнле чун туйӑмӗпе, виноград тӗммисен хушшинче Марьянӑн сенкер кӗпине палласа илчӗ те, ҫырласем таткаласа, ун патне пырса тӑчӗ. Тепӗр кунне пушар ҫинчен пӗтӗм таврана хыпар сарӑлнӑ. Шӑлӗсем пурте шӑтса ҫитсен, вӑл аш, ҫырласем тата тӗрлӗ тымар-ҫимӗҫсем ҫиме тытӑннӑ. Эпӗ ҫапах та вӑл кунта пулнӑ чух унпа паллашнӑшӑн савӑнатӑп. — Вӑхӑт ӗнтӗ сана ун пек йӑласене пӑрахма. Кӗтесре, шӑршлӑ та пӑтранчӑк шыв тултарнӑ каткара, тепӗр мӑшӑр поршнисем шӗвеҫҫӗ; ҫавӑнтах винтовка тата кобылка тӑрать. Петр Андреич! Алексей Иваныч! Парӑр кунта хӗҫӗрсене, парӑр, парӑр. Каскӑн ҫил кабинӑна шӑхӑрса кӗчӗ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем витӗрех инструктор урисене шӑнтрӗ. Вӑл эпӗ ҫӳрекен ҫул мар пулин те, эпӗ вӗсем хыҫҫӑн пылчӑк ҫийӗпе утрӑм Вӗсем ҫыран хӗррипе каякан ҫула тухсассӑнах казакӗ чарӑнса тӑчӗ, хӗрарӑм патӗнчен пӗр утӑм аяккалларах чакрӗ те сасартӑк ӑна питӗнчен янклаттарса ячӗ; хӗрарӑмӗ тӗлӗнсе те хӑраса:— Ой, мӗншӗн-ха ку капла? — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Эпӗ вӗсене чирӗн пӗтӗм историне каласа парӑп, мӗншӗн тесен Сидор Сидорыч кайрӗ (уездри врача ҫапла чӗннӗ), пӗчӗк консультаци туса илӗпӗр. — Юрать-ха, кустӑрмана ҫыхма ӗлкӗртӗмӗр, шыв ҫӗмӗрсе каятчӗ ӑна, — терӗ мелник. Сӑмахӗсен ман кӑмӑла каятчӗҫ, анчах вӗсен тӗп шухӑшне эпӗ шанмастӑм. Учитель алли ывӑнса ҫитичченех тӑрӑшрӗ. Кортиксене тытӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ капитан. Ах, ку тӗлӗшпе мӗнле тӗлӗнмелле статья ҫырнӑ Елисевич! Малтанах Тимур нимӗн те пулман пек, лӑпкӑн итлерӗ. 500 тонна йывӑрӑш пысӑк бригран халь кӳлепи ҫеҫ юлнӑ. — Мӗн тумалла пулнӑ-ха манӑн? Сутмалла мар япала пулма пултараймасть, — ӳкӗтлерӗ хӗрарӑм, тӑнлавӗнчен аллипе тытса. Укҫи часах ултӑ чи лайӑх лаша, алӑка питӗрмелли ылтӑнпа сӑрланӑ ҫӑрасем, алла хӑнӑхнӑ упӑте илнӗ ҫӗре тата француза дворецкинче тытнӑ ҫӗре кӗрсе выртнӑ. Макҫӑмӑн ӑнланмалла урокӗсем (суккӑрсене вӗрентмелли меслетсене вӑл хӑй те ятарласах вӗреннӗ) ачана пит килӗшетчӗҫ. — Ман шутпа, кирек мӗнле кавалеристран та лайӑхрах ҫӳрет вӑл. «Икӗ утӑмранах хуса ҫитетӗп», — шухӑшларӗ вӑл, вӗлтӗртетекен жакет хыҫӗнчен чупса. Самантлӑха сывлӑш йӑрлатса илчӗ; тӳпе тӑрӑх вутлӑ йӗр ҫуталса кайрӗ: ҫӑлтӑр ӳкрӗ. «Зинаида-и?» ыйтас килчӗ манӑн, анчах сассӑм тухмарӗ. Килӗсене саланма пуҫларӗҫ. Ытти вӑхӑтсенче пулнӑ пулсан, комиссар ҫакӑн пек показанипех ҫырлахнӑ пулӗччӗ, анчах ку вӑхӑтра Францире ученӑйсене шансах кайман. Анчах хӗрача ҫак ют ҫынран хӑрарӗ, вӑл урамӑн тепӗр енне чупса каҫрӗ те тӑкӑрлӑка кӗрсе пытанчӗ. Тачах хупман-кантӑк хуппи хушшипе вӑл кухньӑра лампӑ ҫуннине курчӗ. — Тавах сире, Аврам бай, — хӗпӗртесе каларӗ Огнянов. Сире урам урлӑ пурӑнаканнисен, мӗн, эсир пӗлместӗр-им! — пачах тарӑхса кайса ответлерӗ вӑл. — Мӗн? — Ку, ӗмекенни, миҫере? — ыйтрӗ вӑл. Мӗнле ӗҫ пулать. Хура тӗтӗм юпаланса хула ҫийӗн ҫӗкленет те пӗлӗтпе хупланса пӗтӗм таврана карса илет; каҫ ӗнтрӗкӗ те паян яланхи пек мар, ҫӑрарах та тӑкӑскӑ. Анчах, бриз йӑвашлансан, е урӑх енне ҫавӑрӑнсан, сулӑн тепӗр прилив пуҫланиччен якӑр ҫинче тӑмалла пулать. Кун пек пуласси вара асӑрхавлӑ Джон Мангльсан чунне килӗштермест. Хӗнекелесе хӑтланнӑ, кун пирки тавлашмастӑп, анчах ҫӗҫӗсӗр, чышкӑсемпе ҫеҫ хӗненӗ. Чимӗр-ха, синьора. — Эй, турӑҫӑм, Иисус! — терӗ хӗрарӑм, аллисене кӗлтума хатӗрленнӗ чухнехи пек тытса. Ҫака, тен, мӗнле те пулин пӗтӗмӗшле йӑнӑш, мӗнпур тӗнчен пӗр-пӗр аташӑвӗ, ӑсран кайни? Эпир кӑшт та пулин кӑткӑсрах меслет те шухӑшласа кӑларма пултарассӑн туйӑнать, Гек Финн. «Путсӗр жид таса пасха ҫине хӑйӗн ирсӗр аллипе паллӑ тумасан, пасхӑна та святить тума юрамасть». — Ыран ун патне кайса килес пулать — лайӑх ача вӑл, э? Эсир кивӗ хуҫана улӑштаракан ҫӗнӗ хуҫа шыратӑр; сире шейх-уль-ислам кирлӗ мар тетӗр, ҫавӑнпа тепӗр чура хуҫи ытамне кӗрсе ӳкесшӗн хӗрӗнетӗр, ун пек хуҫан титулӗ экзарх ӗнтӗ, тепӗр майлӑ каласан, эсир деспота тиранпа улӑштарасшӑн тӑратӑр. — Туслӑ пулӑпӑр — акӑ мӗнле. — Зинаида мана роза шӑршлаттарчӗ. Кольхаунпа Исидора мӗн ҫинчен калаҫнине Зеб пӗтӗмпех илтнӗ. Тепӗр тесен, халь ҫакӑн ҫинчен никам та шухӑшлас ҫук, эсир хӑвӑр тӑвас тенӗ пек тума пултаратӑр. Демид ҫынсен шӑв-шавне итлеме юратмасть. Пӗрре эпир ҫапла, ӑшӑнма тесе, вут шыраса Божедомкӑпа пыратпӑр; ун чухне Кузнецкинче вут хуркалатчӗҫ. Вӑркӑнса кӗрсе кайрӗҫ. — Ак мӗне пӗлтерет ҫамрӑклӑх! — терӗ Базаров лӑпкӑн. — Вӑл урнӑ йытӑ. — А халӗ, хаклӑ тусӑмсем, — терӗ Паганель, — пӗрне-пӗри алӑсенчен хытӑ чӑмӑртаса тухӑпӑр, унӑн хӗрӳллӗхӗ Атланти ҫыранӗсенче тӗл пулса пӗрлешичченех ҫиттӗр. Огнянов шартах сикрӗ. Ан хӑра, авлантарӑп… — Эх, кӳренуллӗн, ассӑн сывласа илнӗ Фома. «Хӗрарӑмсем пурте ҫавӑн пек, — тет Том. — Хӑмла ҫырли валли сивӗ хӑйма пулать-и? Вӗсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те Поттер выртнӑ ҫӗртен икӗ утӑмра ют йытӑ тӑнине курах кайрӗҫ. Унӑн пуҫӗ Поттер еннелле пӑхнӑ, сӑмсине вӑл ҫӳлелле, пӗлӗтсем патнелле, тӑснӑ. Эпӗ ҫапла шухӑшларӑм та. Мӗн тӑвар ӗнтӗ… Вӑл темскер тӑвасшӑнччӗ, хӑй взводӗнчи боецсене кӑшкӑрса тем каласшӑнччӗ, анчах унӑн вӑйӗ те ҫитмерӗ, сасси те тухмарӗ. Вӗсене вулама чараҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пирӗн рабочисен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑннине каласа параҫҫӗ… Вӑл хурӑнпуҫлӑ ҫӗлен ҫеҫ, ҫитменнине тата чи сиенсӗртереххи, халӑх фантазийӗ айванла «чӑхӑ» тесе ят панӑ ӑрасна тӗслӗ ҫӗлен пулнӑ. Вӗсем эс пуррине тӗшмӗртнӗ пекех туйӑнатчӗ. — Ку тӗлте вӑл, хӑй ӑшӗ вӑрканине кӑтартас мар тесе, ҫаврӑнчӗ те картиш тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ, хӑй урапин кустӑрмисене пӑханҫи пек турӗ, ҫав вӑхӑтрах унӑн куҫӗнчен минутсерен куҫҫуль сӑрхӑнать. Ҫав тери шӑп пулса тӑнӑ, питӗ шӑп, ҫакна кура вӗсем хайсен чӗрисем тапнине те ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах илтнӗ. Петр дворник тӗрӗс каланине ӑнланчӗ, вӑл ӑна хӑй те шӑллӗн кӑвак куҫӗсем Наталья ҫине тунсӑхласа пӑхнинчен, Никита уншӑн пӗрмай тӑрӑшнинчен тахҫанах асӑрханӑ. Пӗрре Федотов патне Лисицын почта илме кӗчӗ. Йӗрки ҫапла пулнӑ вӗсен: кам районран пынӑ, — вӑл пурин валли те почта илсе кайнӑ. Часах пуху пуҫланмалла. Ним тӑвасси те ҫук сан пирен патӑмӑрта. Эккей мӗнлерех паян эсӗ! Кукушкинӑн е радиоаппарачӗ ҫӗмӗрӗлнӗ е вӑл хӑй хӑранипе ҫухалса кайрӗ пуль тесе пулмалла, полк командирӗ ун патне вӗҫсе пычӗ те, самолёт ҫунаттисемпе сулкаласа, «эпӗ мӗн тунине ту» тесе хушса, ҫӳлелле хӑпарма пуҫларӗ. — Аркаш пичче таҫта ӗҫсе супнӑ-ши вара? — терӗ Алексей. — Ну, мӗнле, кӑмӑла карӗ-и? — терӗ вӑл, эпӗ ӑна Мещерскин сарӑ романне каялла парсан. Ҫул ҫинче мӗншӗн ҫын шӑммисем йӑваланса выртнине вӑл ытла та лайӑх пӗлет-ҫке. Паян радиопа пӗлтерчӗҫ, Молотов юлташ тухса каларӗ. Унӑн хӑватлӑ та вӑйлӑ кӗлетки ӑна ӑнман япалапа килӗшсе хӗҫпӑшала алӑран яма памасть. Хӗрӗх хурах та Али-Баба ҫинчен янӑ халап та питӗ лайӑх халапчӗ вара. — Эпӗ, — терӗ Монтанелли ӑна пӳлсе, — кирек епле пулсан та, эсир чирлӗ ҫынна сӑнчӑрламӑр, тесе шанатӑп. Лиза ҫӗнӗ тумтирне тӑхӑннӑ та тӗкер умне пырса пӑхнӑ, ӑна вара хӑй нихӑҫан та кун пек хитре пулман пек туйӑнса кайнӑ. Хӑранине пула Сергей тӳрех ҫав хушӑка пӗшкӗнсе чӑмрӗ те хӳме ҫумӗпе чупса кайрӗ. Сентябрӗн 9-мӗшӗнче, каҫалапа эпир Гамбурга ҫитрӗмӗр. Мӗншӗн тесен кашни хӗлех хӗвел пытанать те ҫӗр ҫинче сӗм-тӗттӗм пулса ларать. Вара тепӗр ҫултан тин, ҫынсене ӑшӑтма та тата пӗрне-пӗри пит-куҫранах курма пултӑр тесе, хӗвел каялла таврӑнать. Халь ӗнтӗ Алексей самолёчӗ айӗнче ҫӗр ӗнерхи пек инҫетре мар, ҫывӑхрах юхса иртрӗ. Анчах пичче ҫакна хирӗҫ пулчӗ. Авӑ, циркуль евӗр, ҫинҫе, тӳп-тӳрӗ те яштак ураллӑ Олизар. Телее, ҫав минутрах калаҫӑва Янкель хутшӑнма ӗлкӗрчӗ. «Ырӑ пан! граф мӗнле козак пултӑр-ха? — Вӑл кӑҫаллӑха каллех Фрол Игнатьевичах пулса юлать! «Сирӗн сӑмахӑртан ӗнтӗ, Иван Никифорович, эсир мана тус вырӑнне хунине пӗртте курмастӑп-ха. Пӗрре ҫапнӑ хыҫҫӑнах вӑл тӑна кӗчӗ. Ун умӗнче хӗрес тӗпӗ ҫеҫ юлнӑ, аллинче мӑлатук пулнӑ. Урайӗнче ҫапса ҫӗмӗрнӗ Христос сӑнӗн ванчӑкӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Лӑп ҫавӑ ӗнтӗ вӑл. Килнӗ ҫын пашлӑкне тата шурӑ путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хывса хучӗ, вара унӑн сайралнӑ шупка-сарӑ ҫӳҫпе витӗннӗ кӗтеслӗрех пысӑк пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Нихҫан та вӑл кун пек ывӑннине туйманччӗ-ха: чӗри те ыратать, ӳт-пӗвӗ те йывӑрланнӑ. Асаплантарса-и? Ҫавсене вӑхӑтлӑха та манман Михалаки сӑмсине халь те пулин каҫӑр тытать, мӑнаҫланма та пӑхать, калаҫнӑ чухне васкамасть вӑл, хӑйне никама та «Михал бай» тесе чӗнтермест, апла чӗнсен хӑйне Михаил стражникпе пӑтраштарасран йӗрӗнет. Председатель Буриш закона юратакан ҫын, ҫавӑнпа решенийӗсем ун ӑс-хакӑлран е тӗпчесе пӗлнинчен килсе тӑмаҫҫӗ, ӑс-хакӑла пӑхӑнни, е тӗпчесе хӑтланни, тавлашусӑр пуҫне, пурӗпӗр ним патне те илсе ҫитереймест. Катя эвакуаципе кирек ӑҫталла тухса каяс пулин те Нина Капитоновнӑпа тата Петьӑпа епле майпа пулсан та ҫыхӑну тытма тӑрӑшнах пулӗччӗ ӗнтӗ. — Ҫук, тӑхта-ха, Володя, эхер ӗлкӗрейсен, ӑна эпӗ ӑнлантарам, — терӗ Дмитрий, профессорсен кӗтеснелле пӑхса илсе, вара ман ҫывӑха ларчӗ. — Ку вӑл эсӗ шухӑшланинчен те йывӑртарах япала, — пӗлтерчӗ вӑл чӑн-чӑн ҫул ҫитнӗ хӗр пекех салхуллӑн. Вӑл пурӑнӑҫа час-часах мухтани тата ҫав кӗленчелле куҫҫулӗ мана кӑмӑла каймастчӗ, — ман кукамай пурӑнӑҫа ӗненмеллерех, ҫӑмӑлтарах, ҫавӑн пек йӑлӑхтармасӑрах мухтатчӗ. Ют ҫӗршывсенчи писательсен кӗнекисенче пурӑнӑҫа тасарах, кӑмӑллӑрах, хам тавра ерипен те пӗрпекле вӗресе тӑракан йывӑр пурӑнӑҫ пек мар ӳкерсе ҫыратчӗҫ. — Вӑл унӑн арӑмне саватчӗ. Ҫывӑх куҫлӑ пулни ҫеҫ Бенедикт пиччене ҫакна маларах асӑрхама чӑрмантарнӑ. — Эпӗ сеньор Джеральда курасшӑн. — Чӑнах. — Ан пӑшӑрхан, ачам, — терӗ ӑна Гленарван. Тӑхӑр вӗҫлӗ кошкӑна флотра илсе ҫӳреме чарни ҫинчен вӑл калаҫса та тӑмарӗ, «Дункан» ҫинче ун пек ӑпӑр-тапӑр илсе ҫӳреме чарман пулсан та кирлӗ мар. Вӗҫерт мана. Пӗррехинче кӑна Павел Петрович нигилистпа ун чухнехи оствей дворянӗсен прависем ҫинчен пыракан калаҫу тӗлӗшпе тавлашма хӑтланнӑччӗ. Ӑнланатӑн-и эсӗ? — Пулса курнӑскер, тӑванӑм, пирӗн ҫӑкӑра ҫисе пӑхнӑскер. Кивӗ ҫуртра пурӑнакан тӗлӗнмелле ҫынсем хушшинче Гурий Плетнёв, хӑй ӑслӑ та савӑнӑҫлӑ пулнипе, асамлӑ, юмахсенчи «ырӑ сывлӑш» вырӑнне йышӑнса тӑнӑ. Воропаев чӗнмерӗ. — Юрать, юрать, малалла! Катяпа хисеплӗн калаҫнӑ, повеҫсем, сӑвӑсем вуланӑ хыҫҫӑн, музыка итленӗ хыҫҫӑн тата ытти ӑҫтиҫукпа хускалнӑ кӑмӑл-шухӑшӗсене, ҫав ӑҫтиҫуксем хӑйне интереслентернине хӑй те ӗненмесӗрех е асӑрхамасӑрах, ӑна каласа пама чӑрмантарман. — Сергей Брузжакран пӗлтӗм эпӗ, — терӗ малалла Долинник. Юлташӗсем, ӑна тӑратма хӑтланса, шавлама тытӑнчӗҫ. Эпир унта шалти каютӑран тухрӑмӑр та, капитан хӑй хыҫҫӑн алӑка ҫирӗппӗн хупса лартрӗ. Аха! Вӑл ракетӑран сывлӑш тулалла тухса пӗтесрен хупать иккен ӑна. Хӳшӗре кӗнекесем, хут ҫырмалли хатӗрсем тата хакале хуҫийӗ культурлӑ ҫын пулнине палӑртакан ытти вак-тӗвексене курсан, Луиза тӗлӗнсе кайнӑ, ҫавӑ ӑна пит кӑмӑла килнӗ. — Ҫавӑн пек шутларӑн-и? Хӗрлисем ҫав вӑхӑтра голубовецсен сылтӑм флангне тӗпӗ-йӗрӗпе ҫӗмӗрсе тӑкнӑ та кайнӑ. Чир ҫапса ӳкернӗ ӑна, чир пулмасан, ку йӗкӗт хӗнтерех вырӑнсенче пире пит юрамалласкер. Часах кӑлтӑртатса пыракан вагон ураписем Павела ҫывӑратса ячӗҫ. Ирхине тин ӑна паровоз кӑшкӑрни вӑратрӗ. Ҫапла электричество вӑйӗпе усӑ курса, эпир вут хыпма пултаракан газсем хушшинче те нимӗн хӑрамасӑрах малалла кайма пултартӑмӑр. Оленин ӑна ларма сӗнчӗ. Тӗтре, хӑйӗн шурӑрах-кӑвак йӗрӗсене туратсем ҫине хӑвара-хӑвара, йывӑҫсен хушшипе юхать. Унӑн урисене салтнӑ, анчах аллисене ҫыхнипех хӑварнӑ. Хӑйӗн пинӗсем ҫухални ҫине ҫакӑн пек философла пӑхнӑ пулсан та, Игнат кашни пӗр пусӑн хакне чухланӑ: вӑл ыйткалакансене те сайра панӑ, парсан та — ӗҫе пултарайманнисене анчах. Эпӗ сире вӗрентме пултаратӑп-им? Анчах — кама вӑл парне, кама? — Май килсен, — пӗтерчӗ вӑл, — эпӗ, пассажирсемпе командӑна хӑтарас тесе, суднона ҫанталӑк аллине паратӑп. Калӑпӑр, ыран, калӑпӑр, ҫак ҫеккунтрах ҫав шухӑш кашнин пуҫне пырса кӗчӗ: вырӑссенне, нимӗҫсенне, акӑлчансенне, яппунсенне… Акӑ вара, хайхи, вӑрҫӑ ҫук та текех, ҫук ни офицерӗ, ни салтакӗ, пурте килӗсене саланнӑ. Мӗн пулса тӑрӗ иккен? Хӗрачи вара хӑйне итленӗшӗн хавасланчӗ пулас, вӑл сассине пусарса, сӑмахӗсемпе чыхӑнса хӗрсе кайсах пакӑлтатрӗ: — Пирӗн атте: ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех тырӑ пулманнинчен килет, тет. Анне, эпӗ ӑна валли сахӑр катӑкӗ илсе килем-ха! Эпӗ ӑна пулӑшма пултаратӑп пулӗ, тен. Каткине шыв тултарсан, — Марийка, тӗтӗм мӑкӑрланнӑран ӗнтӗ, куҫӗсене сӑтӑркаларӗ те, йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Биль Галлей хӑрасах ӳкнӗ. Морякӑн туйӑмӗ унӑн ӳсӗрне ҫӗнтерчӗ пулмалла. Гленарван мӗскӗн ачана ниепле те ӳкӗте кӗртме май ҫуккине курчӗ. Ҫапах та вӑл тепӗр хут тытӑнса пӑхрӗ. Хӑй патне вӑл рулевоя чӗнсе илчӗ. — Гаукинс, — тесе ыйтрӗ вӑл, — мисс Грант тӑнран кайнӑ чухне эсир вахтӑра тӑраттӑрччӗ-и? Укҫашӑн епле маттурсене вӗлернӗ… Йӑмӑк мана кунта таҫта ун юлташӗ Настасья Петровна пурӑнать тесе каланӑччӗ, тен, ҫав хӗрарӑм Егора хваттере ярать. Хӑйпе хӑй ҫапӑҫрӗ, — мӗскӗн, перес-и, перес мар-и, терӗ — ак мӗне пӗлтерчӗ вӑл ҫапла хӑтланни. Эпӗ ҫакнашкал иккӗмӗш хут ӑссӑр хӑтланни малтанхинчен те усалрах пулнӑ, мӗншӗн тесен крепостьре пурӗ те икӗ сывлӑхлӑ ҫын ҫеҫ юлчӗҫ. Ҫапах та вӑл, малтанхи пекех, пире хӑтӑлма пулӑшрӗ. Ҫӑлӑнса тухма май килмен лару-тӑру ҫук пекех, сыватма май килмен чирсем те ҫӗр ҫинче ҫук. Юрать, унӑн пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗчӗ. Пӗр пӳртрен тепӗр пӳрт патне ҫитиччен урам урлӑ вӑрӑм шалчасем чӑса-чӑса хунӑ, вӗсем тӑрӑх жидсем хӑйсен чӑлхисене, аялти йӗмӗсене тата пӗҫерсе типӗтнӗ хурӗсене ҫака-ҫака тухнӑ. Турӑ ан хуштӑр кун пек пурӑнма никама та! — Эпӗ авланни тӑваттӑмӗш ҫул ҫине кайрӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ ман арӑм кам иккенне те, вӑл ӑҫта пурӑннине те, хӑҫан та пулин унпа курнӑҫма пултарассине те пӗлместӗп! Паганель Америка мӗнле тупни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Телее пула, ку апла пулмарӗ. Нимӗн те тухас ҫук! Ҫуни темӗнле ӳпӗнтерсе лартнӑ чашка евӗрлӗ ҫурт умне ҫитсе чарӑннӑ. Анчах вӑл ҫав ҫынсен пичӗсене тӗтре витӗр пӑхнӑ пек кӑна курнӑ, вӗсен сӑмахӗсем ун чӗрине тивеймен. Эхер те ман пата эсир ӗҫни пирки тепӗр хут сас-хура ҫитсессӗн-и… — Ун вырӑнне укҫа нумай пулать! — Хытах выҫса ҫитнӗ-мӗн эсӗ, йӗкӗт… — тесе хучӗ ӑна хӗрхенсе Яков Лукич. — Вырт, эсӗ ывӑннӑ вӗт. Питӗ ӗҫлӗ каччӑ, эпӗ вӑл пынишӗн ҫав тери савӑнатӑп. — Аннӳ виличченех-и? Кӗпе, тӳшек ҫивитти, кашӑк, ҫур дюжина ҫурта… Сӑнран пӑхма аптӑрамасть хӑй — сарӑ ҫын, шурӑ костюмпа. «Хӗрача, эс мӗн ятлӑ?» — тет. Шлепке айӗнче хӗрӗн ҫаврака янахне тата ҫурхи роза чечек евӗрлӗ сӑнне курсан, Ковалев пичӗ ҫинче кулӑ ытларах сарӑлчӗ. Ҫав лини — экватор. Ҫакна курса тӑракансем: «Питӗ тӗрӗс туса кӑтартрӗ, шӑп та шай ҫакӑн пек пулса иртрӗ», — терӗҫ. Иван Иванович татсах ҫапла каларӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн, тӗтре карса тӑракан инҫетрен нумай сасӑпа хутшӑннӑ тепӗр сасӑ, хум шавӗпе пӗрлешнине пула уҫӑмсӑррӑн, анчах уйӑрса илмелле кӑшкӑрни тинӗс ҫийӗн янӑраса кайрӗ: — Сывӑ пултӑр республика! Вӑхӑтран-вӑхӑт пирӗн хӑшӗ-пӗри темӗншӗн ак ҫапла шухӑшла пуҫлатчӗ: — Ма ачашлатпӑр ҫак эпир ку хӗре? — Ольбинет, эпир уҫӑлса ҫӳреме каятпӑр, — терӗ Гленарван. Вӑл ӑна Малькольм-Кэстльре уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ чухнехи пекех каларӗ. — Чӑнах, маншӑн нимӗн чухлӗ те тӑмасть, — тавӑрчӗ Оленин, — ил, эсӗ те мана мӗн те пулин парнелӗн… Хӗвел йывӑҫ тӑррисен леш енӗпе пытанса пырать. Гленарван ҫакӑнтах лагерь туса вырнаҫма шут тытрӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр каҫма кунтах питӗ аван, кунсӑр пуҫне васкаса ҫӳремелли те ҫук. — Вӗрентрӗм-ҫке-ха эп сана, ухмаха! Кам приказне турӑн халь эсӗ? Депо алӑкӗн ҫутӑ хушӑкӗнчен ҫын вӗлтлетсе иртрӗ те, ӑна ҫавӑнтах каҫхи тӗттӗм ҫӑтса ячӗ. Чӗлхӳне ҫӑтса янӑ тейӗн, — терӗ вӑл, кӳренсе. Хӑш-пӗр чухне аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр ҫапса ҫурӗ; вӑл Дик Сэнда ҫав тери хӑратрӗ. Кунта вӑл хӑй, ывӑлӗ, Бенедикт пиччӗшӗ хӑрушсӑрлӑхра. Халӗ акӑ урӑхла шухӑш кӗрсе кайрӗ — хам выльӑха хӗрхентӗм; пӑртак тӑхтас пулать. Ҫаксемпе пӗрлех тата пирӗн умра выҫӑпа вилесси те ҫывӑхарсах килет. — Ҫук, ылтӑнӑм. Эсӗ те, эсӗ, манӑн ангел… Ученӑйсем хушшинче вӑл чи малтан Америкӑра цеце шӑнана, салтак-кӑтка хӑй тупнипе мухтанма пултаратчӗ вӗт-ха, анчах сасартӑк вара вӗсем — Африкӑри чи ахаль хурт-кӑпшанкӑ ҫеҫ, чылай натуралистсем ҫырса кӑтартнӑ вӗсене. — Ҫӑмӑл урапа мӗн тума кирлӗ-ха пире, председатель? Эпир ӑна хулана ҫитиччен ӑсатӑпӑр, унта вара, извозчик ҫине лартӑпӑр та, — яра кӑна патӑр! — «Ахалех; анчах эсӗ, Николай Кузьмич, мана нимӗнле ӗҫе те яма ан хуш, оброкне хӑв пӗлнӗ чухлӗ хур». — Ҫук, нумаях пулмасть, вӑтӑр ҫултан та ытла мар ӑна туни. Мӗнле вӑрҫӑ вара вӑл? Унтан нимскер те ыйтса ан хӑтлан. Мӗнле-ха вара дона королева пулма пултартӑр? Хура ҫӗр ӑшӑннӑ пылчӑка ача ӳкес пулсан — туртса кӑлараймӑн. Вара вӑл ҫавӑнтах тилӗ ҫинчен те, хӑй ывӑннине те манчӗ, — каллех малалла, вӑрман ӑшнелле шуса кайрӗ. Январӗн 11-мӗшӗнчи кӑнтӑр кунӗнче ҫулҫӳревҫӗсем перевалӑн шӑп тӑррине улӑхса ҫитрӗҫ. Вӑл тинӗс шывӗнчен икӗ пин шут ҫуллӗшӗнче тӑрать. Савӑнӑҫлӑ пуҫлансан — хурлӑхлӑ пӗтет, теҫҫӗ. Вӑл урапа ҫине сарса хунӑ икӗ матрац ҫинче выртать, ҫул ҫинелле ним туймасӑр тенӗ пек пӑхса пырать. Ӗлӗкхи вырӑнтах-и? Вӑл ҫавӑн пек тума тӑрсан, унӑн аманнӑ ури ҫиелте выртакан тымартан ҫакланса ларчӗ те вут пек ҫунтарса ыратса кайрӗ, чӗре варринех пырса тиврӗ. Ахӑртнех, ку ҫавӑ пулас. Унӑн тӑнлавӗсем ҫинчи юн тымарӗсен ҫыхланчӑк эрешӗсем карӑнса кайрӗҫ. Марья Николаевна аллине хӑвӑрт ҫӗклерӗ, ҫӳҫне хыҫалалла ячӗ. — Пултарать, — килӗшрӗ Рыбин. Кресло ҫинче ларакан Фома, сывлӑшӗ пӳлӗнсе килнине сиссе, кӑнттаммӑн хусканкаласа илнӗ. Ӑна Марриета, Вернер романӗсем кӑмӑла каятчӗҫ, мана вӗсем кичемле туйӑнатчӗҫ. Ку тӗлӗшпе ӑна-кӑна чухлакан ҫынсем унӑн тӗлӗнмелле хӑватне тӗп-тӗрӗсех тӗпчесе пӗлнӗ: ҫав турӑш праҫникӗ кунне кам ун патне ҫурран утса килет — «ҫирӗм кунлӑх ҫылӑхне каҫарттарма» пултарать, е, урӑхла каласан, ҫирӗм кун хушшинче вӑл мӗнле усал ӗҫсем тунӑ, леш тӗнчере весӗм пурте каҫарӑнма тивӗҫ. — Ҫӗр чӑмӑр пек ҫаврака, тейӗпӗр. Ҫав нуша тата ытларах та пултӑр тетӗп-ха эпӗ, тискерленессе те ытларах тискерленччӗр. Ун пеккисем пиншер пулччӑрччӗ! Авӑк ҫилпе тӗтӗм чаршавӗ пӗр самантлӑха сирӗлчӗ те пушар ҫутинче ылтӑн евӗр куҫа ҫиекен тискер крепость пӗтӗмӗшпех, хӑйӗн кӗперӗпе, замокӗпе тата башнипе хӑрушшӑн курӑнса кайрӗ. — Лашасем хатӗр, — терӗ смотритель, пӳрте кӗрсе. Кунсӑр пуҫне его величество вак-тӗвек тӑкаксем валли мана пӗр енчӗк тулли ылтӑн укҫа пачӗ. Ҫак ҫӗршывра эпӗ виҫӗ уйӑх пурӑнтӑм. Маншӑн король пайтах ырӑ ӗҫсем турӗ. Мана вӑл яланлӑхах кунта юлма ӳкӗтлерӗ, хама питех те паха сӗнӳсем пачӗ. Кольхаунӑн сӑмахӗ ҫиеле тухрӗ. Вӑл хӑй сӑмахӗсене пӗтӗм чӗререн каларӗ-ши тесе никам та иккӗленекен пулмарӗ. Ҫӗнӗрен ҫилленсе кӑшкӑрнисем илтӗнсе кайрӗҫ. Кӗреҫипе хӑвӑрт ӗҫлекенскер, шывран кӑларнӑ кӗлентӗрсене кӑмакана пӑрахать те, хатӗррисене ҫаклатса илсе, шӑкӑр-шакӑр урайне ывӑтать: урайӗнче вӗсене ачасем мунчала ҫине тиреҫҫӗ. — Паллах, вӑл кӗлетке ӗнтӗ, — тенӗ пӗр виҫ-тӑватӑ сасӑ. Манӑн сӗнӳ ҫинчен шутласа пӑхсан, эсир вӑл тӗрӗс шухӑшлӑ, ҫӑмӑл пулнине ӗненме пултаратӑр. — Хамӑр пурнӑҫа урамра тупман-ҫке эпир, — тарӑхса хушрӗ вӗсенчен хӑюллӑраххи. Эпӗ хам пытаннӑ вырӑнтан тухрӑм та пӗтӗм сад тавра пӑхса ҫаврӑнтӑм. Эсир хӑвӑрӑн фляга ӑшне мексиканецсем ӗҫекен япалана тултарттарасшӑн, аг-аг… Мӗнле калатӑрччӗ-ха эсир ӑна? Чӑнах, Динго хӑтланӑвне урӑхла ӑнланма май та ҫук. Марья Кириловна кӗрсессӗнех князь ура ҫине тӑчӗ те, темле, ытти чухнехи пек мар, хыпкаланарах, хӗре ним шарламасӑр пуҫ тайрӗ. — Мӗн ятлӑччӗ вӑл? — терӗ. Тыткӑнрисене сыхлакан салтаксене чура сутуҫисем ытларах туземецсенчен тара тытнӑ. Упа хуллен мӗкӗрсе илчӗ. Пойндекстер хӑй хӗрӗ ҫине ним тума аптӑранӑ пек пӑхса илнӗ. Юлашкинчен, пӗчӗк чӗрчун шывпа чыхӑннӑ та шыв тӗпнелле анса кайнӑ. Берездов ятлӑ пӗчӗк местечка тарӑн айлӑмра пытанса ларать. Унтан вунӑ километрта, поляксен Корец ятлӑ местечкине хирӗҫ, — чикӗ. — Урӑххине? кама вара? Карап лоцмана е ҫырана пӗлекен пулӑҫа тупма май ҫук пушӑ ҫыран патне пырса тухсан, мӗн тӑвӗ-ха вӑл? Фальмут бухтин ҫыранӗсем патӗнче тюленсем шыв палӑрми ҫӳреҫҫӗ. Сасартӑк ман ҫан-ҫурӑм ҫӳҫенсе кайрӗ, мӗншӗн тесен вӑл акӑ мӗн каларӗ: — Ара, мӗскер эпӗ хам кӑна пакӑлтататӑп, эсӗ мана аппам ҫинчен те, ыттисем ҫинчен те пӗр сӑмах та шарламарӑн-ха. Тата ку ҫеҫ те мар. — Ну? Мойсей Мойсеич шӑллӗпе хӑнисем ҫине каллех канӑҫсӑррӑн сӑнаса пӑхрӗ. Пичетлеме тытӑнаҫҫӗ. Ӑҫта ҫурални паллӑ мар, анчах хӑш-пӗрисем каланӑ тӑрӑх вӑл кӑнтӑр Америкӑра ҫуралнӑ. Ним чӗнмесӗр стойка патнелле иртсе, Морис пушӑ вырӑна пырса ларчӗ. Пӑхӑр-ха мустанг ҫине: ҫавӑн пек нумай хушӑ сиккипе килнӗ хыҫҫӑн мӗнле вӑл, шеремет, ӗшенсе ҫитнӗ! Ну, ытах, камӑн та пулин арӑмне хапсӑнма шутлатӑр, пурпӗрех хӑй шутланӑ пек пулас ҫук… Сире мӗнле те пулин идея ҫавӑрса илнӗ пулсан вара пурте пулнӑ. Идейӑсӑр пуҫне сире урӑх нимӗн те ҫыхӑнтараймасть. Анчах ҫав вӑхӑтра Пӑван хӑйӗн камеринче кам пулни ҫинчен, тӗнчере мӗн пурри ҫинчен пӗтӗмпех манса, ирӗке тухнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те пӗлесшӗн пулмарӗ. Ҫапла вара, генерал, карап ҫинчен кайӑр. Гуигнгнмсен чӗлхи. Йытӑ каллех улама тытӑнчӗ. — Мӗншӗн апла? Чугун ҫул ҫинчи вӑрман комитетӗнче нихӑҫан вутӑ пулман, халӗ те ҫук, малашне пуласса та шанма ҫук… Манӑн ҫапла… Ҫурҫӗр иртни икӗ сехет ҫине кайсан, вӑл хӑй кабинетне таврӑнчӗ. Чӑх хӑйӗн чӗппине мӗн те пулин пулма пултарассинчен хӑрамасть, ӑна ерме пултаракан чир-чӗрсене пӗлмест, ҫынсем чирлӗ ачана мӗнле меслетсемпе чӗртмеллине пӗлеҫҫӗ, чӗртме май ҫук пулин те, чӗртме пулать теҫҫӗ вӗсем — чӑхсем вара ҫав меслетсене те пӗлмеҫҫӗ. Халӑх нумай-и, тусӑм? — Инструментсем илчӗ, арӑмӗ валли кӗпелӗх те туянчӗ! — Кӗнекесем илӗттӗм. — Эсӗ хӑв кайса тӗрӗсле. Ганс ман ҫине пӑхса илчӗ, унӑн тутисем йӑл кулнӑ пек туйӑнчӗҫ. Халӗ те пирӗн вӑя ӗненмӗҫ-ши, пирӗн чапа тивӗҫлипе хакламӗҫ-ши? Вӑл сӑн тӗксӗм тирпе витӗннӗ пуҫ шӑмми пек курӑннӑ, ун ҫинче кӑтраланса тӑракан шӑртлӑ сухал ӳссе кайнӑ. Камшӑн пурӑнмалла ман? Программӑра уйрӑмах интереслӗ япаласем пулмасан, конференцие пухӑннисене пӑртак уҫса ярас тесе, унта эрех лайӑх тума пӗлекен Широкогоров тухса калаҫнӑ. — Ҫаплипе ҫапла-ха, паллах, ырӑ, — ӳркевлӗн килӗшрӗ Назанский. — Пӗлетӗр-и эсир, — терӗ вӑл сасартӑк, тӗксӗмленсе кайса, — пӗлетӗр-и, мӗнлерех штука курнӑ эпӗ пӗррехинче маневрсенче? Матроссем тинех хӑйсем пӗтессине ӑнланчӗҫ. Вӑл, вилме тӑрсан та, вилесшӗн пулмарӗ. — Куратӑп эпӗ, маттур ҫын эсӗ. — Инҫетри Ҫурҫӗрте. Чи малтанхи хут тӗрӗслес майпа персе пӑхнӑ шрапнель паҫӑрах ӳксе ваннӑччӗ, ҫапах тӗтӗм карӑмӗ васкамасӑр сирӗлсе Литейнӑй кӗпер ҫийӗн ҫакӑнса тӑратчӗ-ха. Эй, ачсемӗр, кунта, кунта килӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма тытӑннӑ тантӑшӗсем еннелле аллипе сулса. Пӗрре вӑл мана шутсӑрах тӗлӗнтерсе ячӗ: кӑмӑллӑн кулкаласа ман пата утса пычӗ, анчах сасартӑк ман ҫинчен ҫӗлӗке ҫапса ӳкерчӗ те ҫӳҫрен ҫӑлса илчӗ. — Ыттисем пекех-и? Пӑлхав пуҫлансанах Клисурӑран тарса кайнӑ тикансем унта мӗн пулса иртни ҫинчен тӗрӗксене тӗплӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, пӑлхавҫӑсем ӑҫта вырнаҫни ҫинчен те вӗсемех пӗлтерчӗҫ. Канлӗ каҫ пуласса вӗсем ҫав териех ӗмӗтленсе тӑрса пончосемпе пӗркенсе выртрӗҫ те, ыйӑх килессине кӗтме пуҫларӗҫ. — Ҫук, ҫук, мӗн калаҫатӑр эсир! Ҫиессине вӑл калама ҫук нумай ҫиетчӗ, ҫиетчӗ те пирус туртатчӗ, ҫинӗ хушӑра ҫеҫ пирусне ҫӑварӗнчен кӑларатчӗ. Ватӑ ухмахран ухмаххи никам та ҫук-мӗн. Иван Никифорович картишӗ Иван Ивановичӑннипе юнашарахчӗ ӗнтӗ, пӗрин патӗнчен теприн патне ҫатан урлӑ каҫма та юратчӗ, Иван Иванович ҫапах урампа иртсе пычӗ. Иван Иванычпа Христофор атте чей ӗҫсе тӑраннӑ та тем ҫинчен пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Питӗркӗч хускалчӗ, алӑк чӗриклетрӗ, душица тата кавӑн шӑрши ҫапрӗ, вара алӑк хушшинче Марьянкӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ курӑнчӗ. Ҫитӗнсе, ҫын пулса ҫитсен килтӗр акӑ эсир тӑван хулана, вӑл улшӑнса пынине кура палласа илмешкӗн те кансӗр тетӗр-ха. Ҫапла-и? — Халӗ мӗнле вара? — Кун хыҫҫӑн эпӗ ӑнланмастӑп сире. Юрий ҫирӗм минут хушшинче туса ирттерме шутланӑ калаҫӑвӗ питӗ вӑраха кайрӗ. — Ҫывхарма пултаратпӑр. Тен, арӑмӗ пуль?.. Анчах пурте вӗсем вӑйлӑ та хаяр, кӗрешме пултаракан ҫынсем. Ика-на-Маорин ҫӗрӗ ҫинче акӑлчансене хирӗҫ пӗрмаях вӑрҫӑ пынӑшӑн тӗлӗнмеллиех те ҫук, мӗншӗн тесен кунта кӗрешӳ хавалӗпе ҫӗкленнӗ вайкатсем пурӑнаҫҫӗ, вӗсен пуҫӗнче Вильям Томпсон тӑрать. Ҫав вӑхӑтра хуран кукли чашӑкран ыткӑнса тухрӗ те хӑйма ҫине ӳкрӗ, ӳкрӗ те тепӗр енне ҫаврӑнса выртрӗ, унтан вара ҫӳлелле сиксе илсе тӳрех ун ҫӑварне лекрӗ. Ик-виҫ минут канса сывлӑш ҫавӑрса илсен, эпӗ шлюпкӑна каллех тӗкме тытӑнтӑм та, шыв ӑшӑхланса ман хул хушши таран пуличчен тӗксе кайрӑм. Иван Яковлевич аллисене лӑштах усрӗ, куҫӗсене сӑтӑркалама пуҫларӗ, япалана хыпаласа пӑхкаларӗ: сӑмса, чӑн-чӑн сӑмсах! тата паллакан ҫын сӑмси пекех туйӑнать! Кӑнтӑрла, ҫынсем апат валеҫекен повар патне сӗкӗннӗ чух, вӗсене чи хыҫала хӗсе-хӗсе кӑлараҫҫӗ те ашшӗпе хӗрӗ час-часах выҫӑ тӑрса юлаҫҫӗ. — Эсӗ мӗн, следователе кӗтӗн-и? — шӳтлесе ыйтрӗ Шалый. Кун пеккине вӗсем халиччен нихҫан та илтсе курман. Пурте хытса кайнӑ пек пулчӗҫ. Ун пек пулма пултараймасть! Ывӑлӗ ашшӗ патне пынӑ та, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, алӑк янаххи ҫумне тӑнӑ, Петр ун ҫине пӗр пӑшӑрханмасӑр пӑхнӑ, унӑн, ывӑлне тытса ачашлас килнисӗр пуҫне, урӑх нимӗнле туйӑм та пулман. Бяла Черква халь те пулин шӑпах, апла пулсан, Клисурӑна йӑлтах пӗтерсе хураҫҫӗ ӗнтӗ. Дворецки Гаврило мана залра ҫитрӗ те вӗренме кӗнӗ ятпа саламларӗ, атте хушнипе мана тӑватӑ шап-шурӑ хут укҫа пачӗ, унтан ҫапла каларӗ: «Аҫу хушнӑ тӑрӑх, паянтан пуҫласа Кузьма лавҫӑ, ҫӑмӑл тӑрантас тата турӑ Красавчик пӗтӗмпех сан алӑра пулаҫҫӗ». Ҫурӑмне те хырӑмне уҫса ҫӳрекен хӗрарӑмсем, чӗнтӗр-эрешрен, духирен, писев-сӗреврен тунӑ хӗрарӑмсем, — ҫурма чӗрӗ чунсем — ясарҫӑсене аптӑратакансем. Чӑна тухми ӗмӗт-шанчӑкпа хавхалантаракан афишӑсем, вутлӑ реклама… Акӑ — хула. Ҫук, эпӗ апла шутламан. Хӑй, ун патне ҫывхарма шикленнӗрен пулас, йӑлӑнса ыйтать: — Марина! Ахӑлтатнинчен хӑраса, пулемёт тачанки ҫумне кӑкарса тӑратнӑ лашасем хартлатса илчӗҫ. — Яков Лукич мана: вӑл утӑ начартарах, терӗ. Сире мӗн пурӗ те куҫсӑр хӑвармалла анчах тунӑ вӗт. Ҫавӑнпа его величество эсир ним хирӗҫ тӑмасӑр, тав туса ҫак приговора йышӑнасса пӗр иккӗленмесӗр шанать. Сана вӑл хуторта казаксем лайӑх пӗлеҫҫӗ, ҫавӑнпа сан сӑмахусем вӗсене хавхалантарса ярӗҫ. — Ҫук, ҫук, суятӑн эс… Шӑлпа тытса ҫурасси патне ҫитрӗм вӗт ҫавна, амине. Анчах сехет Аслӑ театра чӗнет. — Василий Нилыч, тӗлӗнетӗп эпӗ сиртен, — терӗ вӑл, Назанские ик аллинчен те тытса тата вӗсене хыттӑн чӑмӑртаса. Ташлакансене вӑл сӳнсе ларнӑ, кичем куҫсемпе пӑхнӑччӗ, ҫамки ҫине унӑн сивӗ тар тапса тухнӑччӗ. Куртӑм. — Ачасене вӑрат! — приказ пачӗ Юргин. Ҫаксем пурте ӗнтӗ ӗҫ хӑвӑртах та ӑнаҫлӑ пӗтессе малтанах кӑтартса пачӗҫ. Часах Голицын князь, Татищев крепӑҫӗ ҫывӑхӗнче, Пугачева ҫӗмӗрсе тӑкса, унӑн халӑхне аркатса ячӗ те, Оренбург хулине ҫӑлчӗ. Ишӳ ӑнӑҫлӑн пуҫланчӗ. Нумай вӗреннӗ ученӑй юлташсем, Маркспа Энгельс, мӗнпур усал-инкек ҫавӑнтан килет тесе тӗрӗс ҫырнӑ. Ҫав вӑхӑтра ҫывӑхрах ахӑлтатса кулнӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Манӑн Турга каймалла! — кӑшкӑрса ячӗ мӗскӗн амӑшӗ. — Ҫук, тусӑм, эсӗ юл, — терӗ ӑна Гленарван. Пӗрре ҫапнипех вӑл Ривэра вырӑнӗнчен суллантарса янӑ, тепӗр секундранах иккӗмӗш хут ҫапса, вӑл ӑна канат урлӑ ывӑтса янӑ. Анчах Болла ҫавӑн пек суя сӑмаха ӗненмешкӗн ытла ухмах мар ӗнтӗ. Назанский сасартӑк аллисемпе куҫӗсене хупларӗ те йӗрсе ячӗ, анчах вӑл хӑйне хай ҫавӑнтах хытарса лартрӗ, вара, куҫҫулӗ пурринчен вӑтанмасӑрах, Ромашов ҫине ялтӑртатакан нӳрӗ куҫӗсемпе пӑхса, каллех калаҫма пуҫларӗ: — Ҫук, эхер те эпӗ пуйӑс айне лекетӗп иккен, ман хырӑма урлӑ каҫах татса пӑрахаҫҫӗ, ман ӑшчикрисем хӑйӑрпа хутӑшса та кустӑрма ҫумне шанса каяҫҫӗ, эхер те ҫав юлашки самантра манран: «Ну, мӗн, пурнӑҫ халӗ те илемлӗ-и?» — тесе ыйтаҫҫӗ пулсан, эпӗ тав тусах, хавхалансах: «Ах, вӑл мӗнлерех илемлӗ!» — тейӗп. Иккӗшӗ вӗсем йӗкӗреш пулнӑ — ҫавна эпӗ хам та лайӑх пӗлеттӗм, ҫапах та вӗсене пӗрле курсан хӑраса тӑраттӑм, иккӗшӗ те вӗсем пӗр пекех те, хам каллех аташнӑ пек туйӑнчӗ мана. …Ман ӑшӑмра икӗ ҫын кӗрешетчӗҫ тейӗн ҫав — пӗри пурнӑҫра чи лайӑххине пӗлме тӑрӑшаканни, кӑмӑллӑн кулкаласа, савӑнаканни, тепри вара — тӗксӗм те ҫиленекенскер, хӑйне кӳрентерекеннине манман ҫын, хӑйне тарӑхтаракана тавӑрма пултарайманнипе асапланаканни. «Ҫӑва патнеччӗ сире пурне те», — кичеммӗн шухӑшларӗ Яков. — Епле эпир ҫапла нумай вӑхӑт хушши курнӑҫмасӑр пултарнӑ-ха, Саня? Акӑ мӗнле: Сталин юлташ ӑна ҫырса кӑларнӑ та, хайхи, урӑхла каласан, Макар Нагульнов, палтах кайса ӳкнӗ! — выртатӑп хайхи ураран ҫапса ӳкернӗ хыҫҫӑн таптаса лапчӑтнӑ ҫын пек пылчӑк ӑшӗнче ӳпне… — Мӗншӗн тесен ӑна ҫунтарса ячӗҫ. Ватӑ гренадерсем сасӑпа макӑрчӗҫ. Пурте пилӗк таран ҫарамас, пурте пӗр евӗрлӗ, пилӗк пуслӑх пӑхӑр укҫа пек, вӗсенчен хӑшӗ секретарь иккенне ҫамки ҫине ҫырса хуман. Анчах пурнӑҫ урӑх тӗрлӗ ҫулсемпе пынӑ. Чужанин ун ҫине сиввӗн пӑхса илчӗ. Анчах каласа парӑр-ха ҫакна. Мӗнле шухӑшсене пула эсир «Австрали» вырӑнне ҫыру ҫине «Ҫӗнӗ Зеланди» тесе сырса хунӑ? — Кам каларӗ ҫакна? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӑл чӗркуҫҫисене хуҫлатмасӑр урисене ҫӳле ҫӗклесе, атӑ кӗлипе ҫӗре хыттӑн шаплаттарса пычӗ. Эсӗ мастер вӗт, ху лашасем вӑрласа хӑтланатӑн, мӗнле вӑл? тет. Ах! — Мӗн тума? Ҫак сасса илтсен, унӑн чӗтрекен тутине тата куҫҫульпе тулнӑ куҫне курсан, эпӗ ҫав тери кулянтӑм, ӑшчик вӑркама пуҫларӗ, уйрӑласси питех те йывӑр иккен, пӳлӗмрен тухса тарасси сывпуллашассинчен ҫӑмӑлрах пулассӑн туйӑнчӗ мана. Ытларах калаҫ… мӗн ҫинчен те пулсан кулмалли пултӑр. Володя ҫыру сӗтелӗ умӗнчи пукан ҫине хӑюсӑррӑн пырса ларчӗ те хӑй аллине лекнӗ хачча ҫавӑркалама тытӑнчӗ; батарея командирӗ, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, пуҫне усса, хачча ҫавӑркалакан алӑсем ҫине сайра хутран ҫеҫ пӑхкаласа илсе, темӗскере аса илме тӑрӑшакан ҫын евӗр, ҫаплах-ха пӗр чӗнмесӗр пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет. Ал-урана ҫыхлантаракан ӗшенчӗклӗхе ҫӗнтерсе, шунӑҫем шунӑ вӑл, ӳкнӗ, — ҫӗкленнӗ те каллех малалла шунӑ, суранӗсем ыратнине те, хырӑмӗ выҫнине те туйман, тупӑ-пӑшал сассисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтмен. Эсир мана каҫарӑр, эпӗ ӗҫлекен ҫын… Апла пулсан сирӗншӗн хӑрушлӑх та ҫук-и? — Пӑшалсем илме заказ парӑр, — тенӗ те Ривэра, вӗсем нихӑҫан илтмен чи вӑрӑм сӑмахне каланӑ: — Вӑхӑт нумай мар. Вӑл тухса ҫӳреме юратман, ҫынсем хӑй патӗнче хӑнара пулса мӗн ҫинчен те пулин каласа кӑтартни уншӑн кӑмӑллӑ пулнӑ; пӗччен юлсан вара часах чирлесе ӳкнӗ. — Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ арлӑ-арӑмлӑ пурнӑҫра мана яланах асаплантарса тӑнӑ терӗм. — Э, Осип Михайлович! — тенӗ Яша, хутсем ҫинчен пуҫне илсе. Ҫакӑншӑн хӗрачасем те, негрсем те чӗрисем ҫурӑлса каясла кулянчӗҫ, пӗр-пӗрне ыталасах макӑрчӗҫ, вӗсене пӑхса хамӑн та чун питӗ пӑшӑрханчӗ. Унӑн урисене паралич ҫӗмӗрет. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйне закон мӗн иккенне, ӑна пӑхӑнса тӑракансем камсем пулнине ӑнлантарса пама ыйтать. Унӑн шухӑшӗпе, ҫутҫанталӑкпа ӑс-хакӑл тытӑмӗ хамӑр пек ӑс-пуҫла ҫынсемшӗн кӑна ҫителӗклӗ шутланать имӗш. Упа ҫавӑнтах йӑванса каять. Ҫук ӗнтӗ, мана ҫак ҫылӑхран хӑтарар! Акӑ, халӗ — сирӗн ҫине пӑхатӑп та, эсир — чипер хӗрарӑм, улпут, анчах — ҫак ӗҫпе ӗҫлетӗр… Ҫитес вӑхӑтрах вӑрҫӑ тепӗр майлӑ ҫаврӑнса кайӗ, ун чух вара вырӑс ҫыннисен лӑпкӑ та аслӑ, вилӗмсӗр чун-хавалне нимӗнле нимӗҫ вӑйӗ те парӑнтараймӗ, шухӑшларӗ Озеров. Сю тата Гюто та питех илӗртместчӗ мана, эпӗ Вальтер Скотта вӗсенчен мала хураттӑм. Итле-ха, Том! Тавай пӗр-пӗрне тупа туса, чӗлхесене ҫыртса ҫӳретпӗр тесе сӑмах паратпӑр. Пирӗн вӗлернӗ юлташсем ытларах шанчӑксӑр граждансем патӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ, выльӑх вӗсенчен сутӑн илнӗ… — Вӑл ҫакна пӗлтерет, — мотоциклне уҫҫипе пӑркаласа шаккакаланӑ май ӑнлантарса пачӗ Георгий, — лӑпкӑнрах ҫывӑр, ват ухмах! (Ерошка аллисене ҫӑвар патне тытрӗ те кашӑр кӗтӗвӗ пек пӗр саспа уласа ячӗ.) — Паллах, йывӑр! — терӗ Людмила хыттӑн. Картиш вӗҫӗнчи вутӑ сарайӗнче решеткеллӗ чӳрече пулнӑ. Чӳрече канал енче, ҫӗртен тӑватӑ фут ҫеҫ ҫӳлте. — Пассажирсем илетӗр-и? ЦК санаторийӗ ҫумӗнче — тӗп поликлиникӑн пысӑк сачӗ. Полковник йӑл кулса Артур ҫине пӑхса илчӗ. Эпӗ Егора хисеплени, эпӗ ӑна, хамӑн юлташа, юратни, унӑн шухӑшӗ епле ӗҫлени ҫинчен астуни вилнӗ-им вара? Никам та ҫуккине пӗлсен, Фелим хӑвӑрт кӗтеселле кайрӗ, савӑтне уҫрӗ те, ӑна хӑй тути патне илсе пырса, пӗр сыпкӑмран ытларах сыпса, ҫӑтса ячӗ. Сӑмах паманнине кура Печорин алӑк патнелле ик-виҫӗ утӑм пусрӗ, хӑй чӗтрет, каласа парам-ха сире, ҫав вӑхӑтра вӑл шӳт туса каланине те чӑнласах тума пултарнӑ пулӗччӗ. Урӑх ӗнтӗ хӗвеле пӑхса тӑмасӑр, ҫын ҫав йӗр тӑрӑх кайнӑ. Вӑл Марьянка ҫинчен тата чупнӑ сасса хӑй ӑнсӑртран хапха урлӑ илтнине аса илчӗ те Лукашкӑна хӗрхенсе пӑрахрӗ, ӑна хут пӗлменшӗн шеллерӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем вӑрӑм ҫул туса халран карӗҫ. Кану сехетне вӗсем хаваслансах йышӑнчӗҫ. Канма тесе вӗсем пӗр Неуквем ятлӑ юханшыв хӗрринче чарӑнчӗҫ. Унӑн шывӗ ытлашши туллиех мар, пӑтранчӑк, тем ҫӳллӗш хӗрлӗ ҫыранӗсен хушшипе питӗ вӑйлӑн шавласа юхса выртать. Хӑш-пӗр географсем каланипе Рамид тата Комоэ текен Неуквем шывӗ индеецсем кӑна пӗлсе тӑракан, халиччен географсем сӑнаман кӳлӗсенчен юхса тухать. Вӑл пӗтӗмпех пӗлет: ылтӑн кимӗсемпе вӗҫейменнисем, ҫӗр айӗнче ҫуралса унтах вилекенсем ӑна курайманнине, чунӗсене фабрика стенисем ӗмсе пушатнисем, уявсенче — кичемлӗхрен анасла-анасла — тусанлӑ коридорсенче сулланса ҫӳрекенсем, манӑҫлӑха лекес тесе ылханлӑ хавра тӗтӗмне тилӗрсе ҫӑтакансем курайманнине. Эпӗ ӑна пӳрнепе ҫурта ҫинелле чиртсе ятӑм та, вӑл самантрах пӗрӗнсе ларчӗ. Хутсене тепре пӑхса тухса тӗрӗслерӗм. — Эрех. Чи лайӑххине. Анчах ун чухне май килмерӗ. Хамӑн ашӑк кӳмене чиркӳ умне чарма хушрӑм та чиркӗве шӑппӑн кӗтӗм; никам та сисмерӗ эпӗ кӗнине. Сӑмса майор ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн куҫхаршисене тӗксӗмленчӗҫ. Килтен тухса шусан, шыра вара пире! Хӗр тата хытӑрах хӑраса ӳкрӗ, кӑвакарсах кайрӗ, анчах ҫав самантрах хӑйӗн шухӑшӗнче хӑй ҫине хӑй кӑшкӑрса тӑкрӗ… — Ма эсӗ ӳкместӗн? — Апла эсир пӗлетӗр? — ыйтрӗ вӑл хаваслӑ сасӑпа. — Уткала! — тет вӑл нимӗне пӗлтермен сасӑпа, пылчӑкпа типсе ларнӑ пысӑк атӑллӑ кукӑр урисене кулӑшла ывӑнтарса. — Ne sortez pas de la ligne, a vos places, sacre nom… — кӑшкӑрать французсен капралӗ, салтаксем вара кӑмӑлсӑрланса саланса пӗтеҫҫӗ. Лешӗ пӳлӗмелле кӗчӗ те ирӗксӗрех ҫарти пек тӳрленсе тӑчӗ — Воропаев сасси ҫав тери витӗмлӗн илтӗнчӗ. Унпа Поляница тимӗр шкаф вырӑнне усӑ курать пулмалла: арчара чи кирлӗ документсем сыхланса усранни ун ҫине ҫакса янӑ арча пекех пысӑк, йӑлтӑртатмаллах тасатнӑ амбар ҫӑринчен те паллӑ. Гришутка юнӗ яланах хӑй хӳтӗлесе тӑнӑ ҫамрӑксене пӗтӗҫтерчӗ. Сиртен ыйтатӑп эпӗ: мӗн тума шутлатӑр эсир? Анчах Дубцов, ним хумханмасӑр, юри шӑртлананҫи пулса кӑшкӑрчӗ: — Приҫак ҫиетӗп! — Пирӗн отделенири чи лайӑх пир тӗртекен! — терӗ пуҫлӑхӗ унӑн амӑшне. — Атте мана наркӑмӑш пачӗ, анчах куратӑп: вӑл мана ӗненмест. Урамсем ыйӑхран вӑранман-ха. Эпир 1699 ҫулта майӑн 4-мӗшӗнче Бристоль хулинчен тухса кайрӑмӑр. Малтан пирӗн ҫӳрев пит ӑнӑҫлӑ пулчӗ. — Оля, эсӗ вӑрҫмастӑн-и? Тӑлӑх арӑм та акӑ ҫавнашкал: аптранӑ хӑйӗн Моисейӗпе — тӑван та лекмест-ҫке хӑйне — тата тахҫанах вилнӗскер кама кирлӗ вӑл, хӑвӑрах ӑнланатӑр; мана туртнӑшӑн ятлать, туртнин кӑштах усси пур ҫапах та. Анчах пурӗпӗрех. Давыдов тути хӗррисене ҫырткаласа итлет. Пире вӑл бухтӑра тӑрса мӗнле пулӑшӗ? Вӑл влаҫа тытса тӑнӑ чухне тата ӑна пула Англи киревсӗр вӑрҫӑ пуҫланӑ: вӑл шпион ӗҫне туса пыни, ирсӗрленнӗ, суйнӑ. Кам эпӗ сирӗншӗн, Алексей Вениаминович? — Сан ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Тухӑҫ ывӑлӗсен мӗнпур ӑслӑлӑхӗнчен те, египетсен пӗтӗм ӑслӑлӑхӗнчен те ҫӳлте тӑнӑ Соломон ӑслӑлӑхӗ. Ку шӗвӗр йӑвара эпир шыв чанӗнче ӗҫлекен ҫынсем пек. — Кам шакканӑ-ха ӑна чӳречерен ҫапла? — ыйтрӗ Дымов. Ҫӗрле кунта кӑмрӑкҫӑсенчен урӑх никам та пулма пултараймасть. Таҫта ҫак вырӑнсенче, нумай пулмасть-ха, вут ҫути курнине асне илчӗ Огнянов. Акӑ, юлашки ывӑлӑма… ӑна та… Вӑл йывӑҫ кутӗнче чарӑнчӗ те, йӑлт шурса кӑвакарнӑскер, ҫурӑмӗпе ун вулли ҫумне тӗренчӗ, аллисем хӑйӗн кӗлетки тӑрӑх халсӑррӑн усӑннӑ, тутисем ҫинче мӗскӗн, асаплӑ кулӑ. Ватӑ Зеб сӗнӗве хирӗҫ ним те каламарӗ, тӑсӑлса тӑрса, арча ҫине куҫса ларчӗ. — Тапӑттӑм пӗрре сӑмсинчен! Хупах хуҫи арӑмӗн сӑн-пичӗ кӑмӑлсӑрланса кайрӗ. Доктор ман пата пырса тӑчӗ. Эпӗ выртнӑ та, акӑ, ним ҫинчен шухӑшламастӑп. Плю де ля ви, месьё! — кӑшкӑрашрӗ Бобетинский, ташлакансене ункӑпа хӑвӑрттӑн ҫаврӑнма илӗртсе те урисемпе виҫерен тухаслах таплаттара-таплаттара. Ытти вырӑнсене хулари тӗрлӗ халӑх йышӑнса пӗтерчӗ. Чаршав уҫӑличчен шӑв-шав лӑплана пӗлмерӗ. Боримечкӑна кӑшкӑрттарар! — терӗҫ темиҫен пӗр харӑс, ҫав паттӑрӑн сасси те паттӑр иккенне пӗлекенсем. Санин вара: — эпӗ сиртен урӑххи кӗтмен те, тархасласах ыйтатӑп — мана ан хӗрхенӗр тесе ответлерӗ. Бенедикт пичче те, тен, пурнӑҫӗнче пӗрремӗш хут апат пурнӑҫшӑн ним усӑсӑр та ниме тӑман япала маррине тавҫӑрса илчӗ. Ҫавӑнтах вӑл ҫапла пӗлтерчӗ: ку ҫӗршыва вӑл аллине кӗсьене чиксе уҫӑлса ҫӳреме килмен, хӑйне Геркулес малашне те кокуйосене, ытти хуртсене тытнӑ чух чӑрмантарма хӑять пулсан, ку уншӑн ахаль иртмӗ! Джемма каллех ун ҫине пӑхса илчӗ. — Пӗр-пӗр мыскара тумасан, темле, ӑш лӑпланман пек. Унсӑр эпӗ те шӳтлеме пултаратӑп! Ахальтен мар ҫав, наяна ӗҫлеме хушса кӑна пӑх, вӑл хӑвна та ӗҫрен мӗнле пӑрӑнмаллине вӗрентӗ, теҫҫӗ! Ҫитменнине тата вӑрлӑх фончӗ пуҫтарас тӗлӗшпе райком панӑ директивӑра та ухтарусем тума юраманни ҫинчен питӗ хытӑ асӑрхаттарнӑ. — Ҫук, йӗкӗт, куҫсем манӑн ватӑ пулсан та ҫивӗч. — Эпӗ! — терӗ Павел. — Вӑлах тетӗп, иккӗленместӗп те. — Сиртен кашнинех хӑйӗн ҫылӑхӗсемшӗн хытӑ ӳкӗнтӗр, — терӗ Гран-Франкер. Анчах унӑн хӑй мӗн таран урнӑ чухлӗ вӑйӗ пулмарӗ, Андрий ӑна тӗртсе ячӗ те, вӑл ҫӗре пӗрсе анчӗ. Пар-ха отверткӑна, хыпкӑча тыт. Епле хурлӑх, епле пысӑк хурлӑх! — Шуйттан пӗлет-и вӑл ӑҫтине! — Виле илсе каяҫҫӗ. Халех! — тетчӗ. Унтан вара вӑл ҫав этем кӗлетки ҫине хӑйӗн пӗтӗм пысӑк та йывӑр пӗвӗпе ыткӑнчӗ. — Ро-омочка, мӗнлерех кулӑшла эсир! — юрлаттарса ячӗ вӑл ачанни евӗр ҫинҫе сасӑпа. Вӑл станцӑ пуҫлӑхне: «Ҫамрӑк ҫын сывахчӗ, эпӗ ун чухнех унӑн усал шухӑшӗсем ҫинчен сисрӗм, анчах унӑн саламатӗнчен хӑранипе сана нимӗн те шарламарӑм», — тесе пӗлтернӗ. Амӑшӗ, аллисемпе сак хӗрринчен тытса, алӑк ҫинелле пӑхса, кӗтсе ларчӗ… Вара вӑл, аллисене конторка ҫине, кушак аҫи хӑй урисене хунӑ пек, хурать те, хӑранипе пушӑ куҫӗсемпе мана питрен тӗллесе пӑхса, ҫапла хӑрӑлтатса калать: — Мӗ-ӗн? Пилӗк пуссемпе икӗ пуссем пур еннелле кусса кайни ҫине ним тума пӗлмесӗр пӑхса, вӑл аллисене пӳрни сыпписем шӑтӑртатичченех сӑтӑркаласа тӑчӗ, йывӑррӑн сывласа мӑкӑртатрӗ: — Мӗн тӑвас-ха халь? Октябрӗн 14-мӗшӗ Корчагин тухса кайрӗ. Нуша аптратсан — таврӑнӗ. Хулан пӗр енре сивӗннӗ лавӑран пулса юлнӑ ҫӗр сийӗсем купаланса тӑнӑ, сийсем тинӗс патнелле пусмасем пек анаҫҫӗ. Голомб телейлӗ! Ну, эпӗ мӗн каласшӑн пулнине эсир пӗлетӗр, — терӗ вӑл шӑл витӗр. Николай Петрович шӑпланчӗ, кӑштах тӗлӗнерех, анчах та шеллемесӗр те мар итлеме пуҫланӑ Аркадий вара, кӗсьинчен кӗмӗл шӑрпӑк коробки васкаса кӑларчӗ те, ӑна Петртан Базаров патне парса ячӗ. Анчах вӗсен, пирӗн хуҫасен — салтаксемпе палачсем, намӑс ҫурчӗсемпе тӗрмесем, каторгӑсем, хӑйсен лӑпкӑ пурнӑҫӗпе канлӗхне сыхлама кирлӗ ытти ирсӗр япаласем те тытма ирӗк пур? Анчах каярах юлтӑм иккен — вӗсем тухса каятчӗҫ. Хӗрача ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, ҫавӑнтах каялла ҫаврӑнса пӳрт алӑкӗ енне утрӗ. Вӑл вунӑ хута яхӑн сывласа илчӗ, ҫакна май кӑкӑрӗ ҫинчи Библийӗ хӑпара-хӑпара анчӗ унтан вӑл шӑпланчӗ — вилсе кайрӗ. — Вӑл пӗтӗм вӑйӗпе алӑкран шаккама тытӑнчӗ; хушӑк витӗр пӑхрӑм та казак мӗн тунине сӑнарӑм, вӑл ку енчен тапӑнассине кӗтмен, — сасартӑк чӳрече хупӑлчине хӑйпӑтса ывӑтрӑм та чӳречерен пуҫ хирлех аялалла ыткӑнтӑм. — Пӗлӗт ҫинчи уйӑха илсе килсе парӑр тесе пӗрре те ыйтман-и вӑл? Унӑн халиччен пӗлмен-илтмен ятне пӗрин хыҫҫӑн тепри калама тытӑнчӗ, пурте асра тытасшӑн пулчӗҫ. Унӑн ҫыранӗсем ҫӑра курӑкпа витӗнсе выртаҫҫӗ. Тетка карлӑк урлӑ, унтан такамӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ сикнӗ те, ложӑна пырса тухнӑ; тепӗр ярусне ҫитме ҫӳллӗ стена урлӑ каҫса каймалла; Ҫакӑнта вара, каллех колхозниксене аса иле-иле, Лопуховсен хурӑнташне — упӑшкасӑр пурӑнакан Макарихӑна аса илчӗ. Анчах, кӳлли пекех, унта юхса кӗрекен шывӗсем те типнӗ. Вӑл хӑй ҫӗнтернине сиссе, Луизӑн чӗринчи сурансене каялла уҫса ярасшӑн ҫеҫ пулнӑ ӗнтӗ. Бэлӑна хамӑн килте курса, чӗркӗм ҫине лартсан, унӑн хура ҫӳҫ кӑтрисене пӗрремӗш хут чуп тусан, эпӗ, айванскер, ӗнтӗ мана ӑраскалӑм хӗрхенчӗ пулӗ те пирӗшти ячӗ-ха, тесе шутланӑччӗ… Унтан вара каллех малалла каять. — Итлетӗп, майор юлташ! Унӑн ӑшӗ пӗрре сарӑлса, тепре ансӑрланса пырать. Хӑш-пӗр чухне пирӗн умра нимӗҫсен готически соборӗнчи евӗрлӗ темиҫе арккӑллӑ ҫӳллӗ пӳлӗмсем курӑнаҫҫӗ. Вӑл мана сайра хутра кӑмӑллани пӗрре те эпӗ сӑмахсӑр, ҫапах ӑнланмалла йӑлӑннӑран килместчӗ; ку яланах ӑнсӑртран пулатчӗ. — Ку кӑмпа вӑрманӗ вӗт, — терӗ вӑл. Тулалла тухса тӑракан икӗ чул хушшинче тӗттӗм туннель ӑшнелле илсе кӗрекен уҫӑ вырӑн курӑнчӗ. Картусӗ кивех мар-ха ун, ҫине вӑл ҫӳхерех, темӗнле шупка-кӗрен тӗслӗрех шинель тӑхӑнса янӑ, шинель тӳмисене тӳмелемен вӑл, кӑкӑрӗ умӗнче ун сехечӗн ылтӑн вӑчӑрийӗ курӑнса тӑрать; штрипкӑллӑ панталонӗ тап-таса, ҫемҫе сӑран атӑпа вӑл, атти йӑлкӑшать пулин те, унӑн кӗлисем унталла та кунталла пӑрӑнса кайнӑ; ку япаласене курнӑран кӑна мар, ҫуран ҫар офицерӗсен кун пек япаласем ҫук та, пӗр хӑйне курнипех ҫар ҫыннин опытлӑ куҫӗ вӑл ҫуран ҫар офицерӗ кӑна мар, кӑшт аслӑрах ҫын иккенне тӳрех уйӑрса илет. Шутламалли шӑрҫа шут, пачки-пачкипе укҫа тухса выртатчӗ, мужиксем сӗтел ҫине хӑйсем ҫырса пынӑ хучӗсене, лучӑрканса пӗтнӗ записнӑй кӗнекисене сарса хуратчӗҫ, — пӗр эрнешӗн рашчут тума пуҫлатчӗҫ. Ӑна сӑнасах тӑмалла. Вӑл вӑхӑтра Ангола негрсене сутса пысӑк суту-илӳ тытса пынӑ. Ҫапла май пӗтӗм клавиатурӑна аллипе пускаласа тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫӳлти регистрӑн юлашки клавишне пусрӗ. Упана сӑрӑнса илеҫҫӗ, лешӗн вара тармалли ҫеҫ юлать! Мӗн чухлӗ вӑй ҫав пӗчӗкҫеҫҫӗ пыл хурчӗн! Мӗн чухлӗ паттӑрлӑх! Ҫуртсен тӑррине вӗсем улӑм витеҫҫӗ. — Вара эсир каллех малтанхи пек пулатӑр-и? — ыйтрӑм эпӗ. О, вӑл хӑйне хӑй начар туйнинчен эпӗ нимӗн чухлӗ те тӗлӗнместӗп! — Ҫапах та вӗҫсе килтӗн пулать! Эсӗ вӗсене ӗҫтернӗ вӑхӑтра эпир сан анкарти хыҫӗнчи шырлан тӑрӑх шӑппӑн ҫеҫен хире утса тухӑпӑр, унта пире шыра вара! — Ҫук, ма шарлас мар-ха манӑн! — Питӗ вӑйлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ, — тепӗр хут хушса хучӗ мӑнтӑркка майор. Пилӗк талӑкран Баймаков чирлесе ӳкрӗ, вуникӗ талӑкран вилсе выртрӗ, вӑл вилни вара Артамоновпа унӑн ачисенчен пушшех те шиклентерчӗ. Сасартӑк вӑл ҫӳҫне силлесе илчӗ те, хыттӑн:— Мӗн шуйттанӗ тума килчӗ-ха ҫак айван Ситников тата? — терӗ. Стефчов килсен пурте ун сӑмахне итлесшӗн пулчӗҫ. Вӑйпа юхса кӗнӗ ҫӗртен ҫур мильре кимӗ Потата королӗн ӗлӗкхи резиденцийӗ пулнӑ вырӑнтан чарӑнса тӑмасӑрах иртрӗ. Чунӗ кӳреннипе йӳҫӗхсе кайнӑскер, вӑл хӑйӗн пуласлӑхӗ ҫинчен шухӑшласа хыттӑн сехӗрленсе кайнӑ, вара чӗмсӗррӗн кӗлтума пуҫланӑ: — Эй, турӑҫӑм! Устинпа, тен, ӑна пулӑшма шутлакансемпе те, пулма пултаракан тытӑҫӑва мӗнле ирттересси ҫинчен шутланӑ хушӑрах, вӑл ҫапла ыйтрӗ: — Мана председателе суйланӑ чухне эсӗ, Устин Михайлович, маншӑн сасӑланӑ-и? — Мана та… Тауэра хупса хунӑ Вальтер Ралей пӗрре, яланхи пекех, ӗҫлесе ларнӑ, «Пӗтӗм тӗнче историйӗ» ятлӑ кӗнекен иккӗмӗш пайне ҫырнӑ вӑл; ҫав вӑхӑтра тулта, ун чӳречи умӗнче калама ҫук хытӑ харкашни илтӗнсе кайнӑ. Валя та Мускавра мар иккен. Кӑнтӑрла тӗлне эпир шассие юсаса ҫитертӗмӗр. — Мӗншӗн тесен, манӑн сире уссӑрах шантарас килмерӗ. Акӑ мӗнле ӗҫ мӗн! Оленин ҫийӗнче хӗрлӗ канаус кӗпе, кинжал ҫакнӑ чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхнӑ шур черкеска тата тӑрнакай ҫӗлӗк. — Негоро, — терӗ вӑл, — йытӑ тахҫанах сана шӑл хӑйранӑ иккен. Ҫав вӑхӑтра сасартӑк, ҫывӑхрах; ҫав тери ҫывӑхра — нимӗҫ тӳсеймерӗ, ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ… Алексей умӗнче нимӗҫ самолёчӗн хӗвел ҫутатнӑ кӑвак хырӑмӗ йӑпӑртлӑх кӑна курӑнсан, вӑл пур гашеткӑсем ҫине те пӗр харӑс пусрӗ те, виҫӗ ярӑм вут сапса, нимӗҫ самолёчӗн хырӑмне ҫурса пӑрахрӗ. Алексей куҫӗсене уҫса диван ҫинчен сиксе тӑрсан, хӗвел пайӑркисем чалӑшшӑн урайӗнче выртнӑ ӗнте. Уйӑх ҫути, чӳречерен шурӑ юпа пек кӗрсе, урайне тӑрӑннӑ. — Иккӗмӗшӗнче, — терӗм эпӗ салхуллӑн. Тьфу! Машинӑсем ҫав тери ҫывӑхран иртнӗрен унӑн питне, шӑршлӑ газолин ӑшши варкӑшса ҫапӑнчӗ. Эсӗ-и-ха ку, кӗрт йытти! пӑх-ха эс ӑна, эсрел ҫурине! Вал, Якова чӗнсе илсе, ӑна Никоновпа туслашма чарчӗ, унтан темле вӗрентсе каласшӑн пулчӗ, анчах, ывӑлӗн кӑвакрах ҫутӑ куҫӗсенчен пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ те ӑна аяккалла тӗртсе ячӗ: — Кай, пушӑ куҫ… Гриша кунта ларни, унӑн ниме пӗлтермен сӑмахӗсем тата хӑтланӑвӗсем аннен кӑмӑлне пушшех пӑсаҫҫӗ. Кӑмакари ҫулӑм шав тӗлкӗшет, пӗҫерекенӗн кӗреҫи шав чӑштӑртатать, хуранти шыв шав лӑкӑртатать, стена ҫинчи вут шуҫӑмӗ те ҫаплах пӗр сӑмахсӑр кулса чӗтрет… Эмилио ҫавӑнтах, хӑйне сӑтӑрнӑ диван ҫинче ларать; тухтӑр ӑна эмел ҫырса панӑ тата «туйӑм-сисӗм» енчен питӗ асӑрханма хушнӑ, мӗншӗн тесен Эмилио вӗри кӑмӑллӑ пулнӑ, вӑл чӗре чирӗпе час чирлеме пултарнӑ. Пире никам та ан кансӗрлетӗр, ҫавӑншӑн тӑрӑшӑр. Ман приказчика тепӗр кунне кӑна, вӑрманта тупнӑ, ӑна юман ҫумне ҫыхса лартнӑ пулнӑ та, ҫӑка хуппине сӗвнӗ пек сӳнӗ. Ҫакӑ вара Никонов ачине сӑлтавсӑр курайманнине тӳрре кӑларакан сӑлтав пулнӑ, чӗрене кӑштах пусарнӑ. Унан куҫӗсем умӗнче, миль хыҫҫӑн миль, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫулсем уҫӑлса пыраҫҫӗ. Ҫамрӑк. Палан куклине хуҫнӑ хушӑра, Матвей Юргин ҫакна хирӗҫ сиввӗн те вичкӗнтереххӗн каларӗ: — Пысӑк татӑк вӑл часрах пыра ларать! Ҫеҫенхиртен тиха хыттӑн кӗҫӗнни илтӗнчӗ. Пӗлӗтри хӗрлӗ-хӗрлӗ тӑрӑхсем уҫӑмлӑн курӑнса кайрӗҫ. — Вӑт аван! Вӑл пирӗнпе ӑнсӑртран тӗл пулчӗ. Акӑ, ҫынсемпе калаҫма та пӗлместӗп вӗт-ха… Порей ятлӑ сухан илсе тухсан вара, вӑл: «Спаржа! спаржа!» тесе кӑшкӑрнӑ, мӗншӗн тесен порей — чухӑнсен спаржи. — Ах, турӑҫӑм! Ҫӑрттан мучи хӑйӗн пӗҫернӗ улма пек пӗркеленнӗ питне Давыдов еннелле ҫавӑрчӗ, сасартӑк ҫирӗпленнӗ сассипе малалла каласа кайрӗ: — Акӑ эсӗ, савнӑ Сёмушка: эсӗ килте пулнӑ, килтен епле тухса шӑвӑнтӑн, тесе ыйтрӑн. Ан тив, пӗччен кӑна килтӗр вӑл. Пӗрре ветеринар Лавров, водянкӑпа чирленӗ пирки саралса шыҫса кайнӑскер, аран-аран сывласа, мана ҫапла каларӗ: — Никама хӗрхенмен хаярлӑха ҫав тери вӑйлатмалла: ҫынсем унпа ывӑнса ҫитчӗр, вӑл пурне те, кашнинех ак ҫак ылханлӑ кӗркунне пекех йӑлӑхтарса ҫитертӗр! — Мӗн чухлӗ тӳлемелле? — аллине сарлака шӑлавар кӗсйине чӑмтарса ыйтрӗ старик. Ку тӳрем сӑртлӑхра вырнаҫнӑ кӑваккисен салтакӗ пулнӑ иккен. Вӑл мӗнле те пулин рабочисене хӑратса е Яков хӑех ӑна паракан укҫапа тара тытса, ӑна вӗлерме хушать. Анчах вӑл ҫав шухӑшсене хӑюсӑр шкул ачи пек тепӗр хут каланӑ ҫеҫ мар, Коперник вӗрентӗвне тата ытларах ӳстернӗ, аслӑлатнӑ, ҫут тӗнче ҫинчен Коперникран хӑйӗнчен те тӗрӗсрех хакласа каланӑ. Ҫӗр кӑна мар, Хӗвел те хӑй тавра ҫаврӑнать, тенӗ Джордано Бруно. — Кайнӑ пулӑттӑм та, ҫемье туртать; куҫса килнӗскерсем-ҫке-ха, каялла тарма аван мар. Нимрен те хӑрамастӑп эпӗ. Дымокӑн куҫӗсем ҫав самантра хӑйсен тӗсне улӑштараҫҫӗ темелле, вӗсем июль уйӑхӗнчи янкӑр тӳпе пек тӗпсӗр те кӑн-кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ. Кун хыҫҫӑн Ахиор, ӑнланас шутпа, хӑйӗн тусӗ Захария патне каять; анчах лешӗ чула, килсе ҫитнӗ-ҫитменех, хушнӑ ҫӗре леҫсе панӑ тесе шантарать, ҫитменнине тата, арӑмӗ пекех, тупа туса. Прерире темле тӗлӗнмелле пуҫсӑр юланута курни ҫинчен хӗрсе калаҫнӑ. Ҫунать! — Мӗн туятӑп-ха вара эпӗ? — терӗм эпӗ, ҫапах та ӑшӑмра тухтӑр каланипе килӗшрӗм. Ҫак самантра вӑл ӑна юратма мар, курайми пулса кайрӗ. Миляшин подлинникран пӑхса ӳкерчӗкне карандашпа ӳкерет, старик Гоголев ылттӑнлать тата ылттӑн ҫийӗнчех тӗррине туса пырать, даличниксем пейзажне тата иконӑн тумтирне ҫыраҫҫӗ, унтан иконӗ, сӑн-питсӗр те алӑсӑрскер, личниксем ӗҫлессине кӗтсе стена ҫумӗнче тӑрать. Анчах та — бра, вра, гра, драсем патне ҫитсен, ача ҫак сыпӑксене кулмасӑр вулама чылайччен хӑнӑхайман. Лавккаҫӑ чей тултарчӗ те куркине, ӗмсе кӑшланӑ сахӑрпа пӗрле, ачана пачӗ. Ҫынсем ҫакна кӑна пӗлсе юлнӑ: ҫав кӗсре часах кӗҫӗ чирӗпе чирленӗ пулать, ҫӑмӗ тӑкӑнса пӗтнӗ, ҫакнашкал тӑрлавсӑр ӳт-тирлӗскер вара, пӗррехинче, ҫурҫӗр тӗлӗнче килхушшинчех тӳлеккӗн вилсе выртнӑ. Метеоритсен коллекцине пухма ҫакӑнтан пуҫласа янӑ та вара. — Апла эппин. Ӑна эпӗ хамӑн тепӗр туйӑм ҫинчен те каласа пӗлтертӗм: эпӗ карап ҫине лексе мана йӗри-тавра матроссем хупӑрласа илсен, вӗсем мана эпӗ нихҫан та курман вӗтӗ чӗрчунсем пекех туйӑнса кайрӗҫ, терӗм. Кутамккине ҫурӑм хыҫнелле ывӑтсан алӑк тӗлӗнче тытӑнса тӑчӗ те Машӑна хӗрес хыврӗ. Печорин катан пир пек шуралса кайрӗ, стакан ярса тытрӗ те шыв тултарса пачӗ. — Сывӑ пулӑр, monsieur Irteneff, — терӗ мана Ивина, сасартӑк пуҫне темле мӑнаҫлӑн сулса тата ывӑлӗ пекех ман куҫхаршисем ҫине пӑхса. Атте ялти чи пуяннисенчен пӗриччӗ… Челкаш кӗсменсемпе хуллен ишет. Маннӑ-и вара эсӗ? Эпир сывлӑша та ҫавӑраймастпӑр, антӑхса каятпӑр. Телеграфист хӑй вуланине хӑвӑрт хут ҫине ҫырса хучӗ те, лентӑна пӑрахса, пуҫне алӑ ҫине тайӑнтарса, итлеме пуҫларӗ. Ҫук. Пӗр-ик утӑмри япалана тӗл пеме пулнах, анчах васкани кансӗрленӗ, васкани вӑл ҫухалса кайнине пӗлтерет. «Хӑҫанччен чакмалла-ха? — хӗрсе кайсах шухӑшласа илчӗ вӑл. Ирхине, ҫакӑн пек каҫ хыҫҫӑн, Фома, вырӑн ҫинчен тӑрса, вӑрт-варт ҫӑвӑнкаланӑ та, васкавлӑн чей ӗҫсе, шкула чупнӑ. Мӑнаккӑшӗ ӑна тутлӑ та кӑпӑш кукӑльсем парса янӑ, — вӗсене вара ӗмӗрех выҫӑ Ежов, хӑйӗн пуян юлташӗн уҫӑ кӑмӑлне пула усӑ курса пурнаканскер, кӗтсе ҫеҫ тӑнӑ. Вӗсене вӗлернӗшӗн вара каллех Щукаре тӗрмене хупса лартма пултараҫҫӗ… Чӗлхи, чӑнах та латин чӗлхи, — тет пичче, — анчах пӑтранчӑк латин чӗлхи. Вӗсем иртнӗ ҫула эпӗ ӗлӗкех ҫур градусран ытла йӑнӑшмасӑр тӗрӗс кӑтартма пултараттӑм. Апла пулсан та, вӑл анатомие вӗренеймен; иккӗмӗш курса куҫайманнипе экзамена кӗтсе илмесӗрех университетран тухнӑ, малалла хӑй кӑмӑлланӑ ӗҫе ҫеҫ тума шутласа хунӑ. Мустангер килте пулсан, эпир унта ун мустангне тупӑпӑр. — Асьендӑна ҫитсен, сана валли унта лайӑх пони тупӑнӗ — ун чухне эпир санпа туслашӑпӑр. — Акӑ, вӗсене мӗнпурне кӗвӗҫтерсе, ыран ирпеленех кӗнеке тытса ларатӑп та, хатӗрленсе ҫитсе, академие кӗретӗп. Пачах урӑхла, ман вӗсем ҫинчен тӗрӗссине каламалла: вӑл пит илемлӗ раса халӑхӗ. Эпӗ ҫакна ҫех тархаслатӑп — ан ӗнен эсӗ вӑл ҫынна! — Анчах сӑмах ун пирки мар. Ырхан, курпунтарах пуп каҫхине пырса кӗчӗ те хуллен кӗтессе пырса ларчӗ; вӑл, вӑрӑм пӗвлӗскер, яланах кӗтессене, тӗттӗмрех, тӑвӑртарах ҫӗре ларма тӑрӑшнӑ; ҫакна пула вӑл намӑсран пытаннӑ пек туйӑннӑ. Куҫса килнисен хушшинче пирӗн пӗлӗшсем те: ватӑ Вавжон Топорек хресченпе унӑн хӗрӗ Марыся та пулнӑ-мӗн. Ултҫӗр ҫитмӗл сакӑр тенкине — Капеле, унта вара куҫ курӗ-ха…» — Тӑхтӑр-ха эсир, шуйттансем! — кӑшкӑрчӗҫ вӗсене. Укреплени начальникӗ теҫетник еннелле ҫаврӑнчӗ те, вӗсем пӑшӑлтатса тем канашларӗҫ. Хура ҫивӗтӗмсене хитре теҫҫӗ пулас тата? — Ҫук, аташса, кайман, сеньор, — тенӗ Исидора пӑртак хӑюсӑртарах пек. Токай тата мускат сорчӗсем ӳсме лартакан туратсем урлӑ халӗ пӗтерме палӑртнӑ саперави, рислинг тата каберне вырӑнесене йышӑнаҫҫӗ. Ирхи паспа шуралнӑ туратсем витӗр йӳплӗ-йӳплӗ мӑйракаллӑ хӑмӑр тӗслӗ пуҫ курӑнчӗ. — Сан ҫураҫтарас килетчӗ-и? Лашасем ямалла-и апла? Карап мӗлки таткаланчӑк ҫырансем тӑрӑх, тимӗр тӑприн хӗлхемленекен ҫурӑкӗсемпе металл тӑрӑх, мӑк курӑкӗпе витӗннӗ хӗвел тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗҫсе тӗтреллӗ тӗпсӗрлӗхелле ыткӑна-ыткӑна анать, алмаз пек ҫиҫекен пӑрлӑ тӑрӑсене, тӗкӗрле глетчерсене пӗлӗтлесе хуплать. Кӗпер е рельсӑсем юсавсӑр пулнипе Люттон шывне паровозпа пӗрле ултӑ вагонтан пиллӗкӗшӗ йӑваннӑ. — Ну, Джим, арча уҫҫине шыра, — терӗ анне. Тӗрӗссипе каласан, ют ҫынсем патӗнче пурӑнма савӑкрахчӗ мана». Анчах Хорь пуҫне аллисемпе тӗревлесе куҫне хупать те хӑйӗн кун-ҫулӗ ҫине ӳпкелешме пуҫлать… Сарайра шӑп. Уйра та сас-чӳ илтӗнмест. — Воропаева! Ман нимӗҫсемпе сывпуллашмалла. Унсӑр пуҫне эс мана кунта пулӑшма пултаратӑн. Амипе ҫыхланасшӑн ҫав тери вӗтеленсе ӳкнӗскер вӑл, шупка тӗс ҫапнӑ хӗрлӗ кӗске хӳрине сарса хурать, ҫунаттисене саркаласа ярать те типсе кайнӑ тӑпрана чавать, кӑкӗ тӗлӗнче шупка-хӗрлӗ мамӑкпа витӗннӗ тӗкӗсене ӳкере-ӳкере хӑварать… Ку кӑнтӑрла пулас пулсан, эпӗ ҫав юланута лайӑхрах курма пултарӑттӑм. Ҫак юлашки хут сывпуллашнӑ самантра пиччӗшӗпе шӑлне пӗр-пӗрине урӑх пӗр сӑмах та каламарӗҫ. Чӗркуҫҫи ҫинче тӑнӑ ҫӗртех, Никита хӑй тӑхӑр ҫулта чухнех улпут-князь ӑна пахча ӑсти патне вӗренме яни ҫинчен, халӗ хӑй вунтӑххӑра ҫитни ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Пӗрмай пӗр евӗрлӗ тӑсӑлакан пушӑ ҫеҫенхиртен йӑлӑхнӑ ҫулҫӳревҫӗсен куҫӗнче ҫак сисӗнмесӗр юлма пултараймарӗ. Ҫак татӑксем ҫумне икӗ енчен те хут таткисем ҫыпӑҫтарнӑ, вӗсем ҫине Бальнибарби чӗлхинчи пӗтӗм сӑмахсене тӗрлӗ падежсемпе вӑхӑтсем тата наклоненисем тӑрӑх тӗлли-паллисӗр, пӗр йӗркесӗр ҫырса тухнӑ. — Пӗчченҫи сана! Ҫӗр ҫинче выртакан ҫӳҫе туратне илнӗ те, вӑл ӑна тӑватӑ татӑка хуҫса, бизон тӑлпӑвӗ ҫине хырӑм енчен чиксе лартнӑ. — Эсӗ чӗнтӗн-и мана? — ыйтрӗ Павка. Ӗмӗрне суту-илӳ ӗҫӗпе тӑрмашакан Марко хӑй кил-йышне сӗтел хушшинче чухне кӑна уҫҫӑн курать, вӑхӑтне ҫитернӗ май ачисене те хӑй евӗр вӗрентме тӑрӑшать. Ӑнланатӑн-и? Ун чух вара арестант пуласси те, арестантсене пӑхаканӗ пуласси те — маншӑн пурпӗрех… Алексей шӑплансах тӑнларӗ те, хӗвелтухӑҫ енчен пӗрехмай илтӗнекен тупӑ сассисем кӗрлесе тӑнӑ хушӑрах, пулемёт шатӑртатнине уйӑрса илчӗ. Вӑл, ҫак сӑмахсене май, кӗмӗл лартнӑ сӗтел еннелле, тата, магазин чӳречи ҫинчи выставка пек, тӗрлӗ япалапа авӑнса тӑракан сентре ҫинчи горка ҫинелле пуҫне сӗлтсе кӑтартнӑ. Ӗҫ уҫҫӑнах курӑнса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Ҫиҫӗм ҫиҫнинчен те хӑвӑртрах метис чӳрече патнелле тапса сикрӗ те, хӑйне чарма хӑтланакансене сирсе, чӳрече витӗр тухса тарчӗ. Сирӗн вара приказсене малтан ҫыраҫҫӗ-и? Кӳлсе янӑ-тӑк — турт, ан чӑхӑмла. Вандея вунӑ Германирен те хӑрушӑрах. — Ҫӗрӗн-кунӗн сана шырать вӑл. Рита пӗлет: Павела халь йывӑр, ун ҫинчен унӑн куҫӗсемех пӗлтереҫҫӗ, анчах та вӑл нимӗнле илемлӗ сӑмах калама тӑрӑшмасӑрах тӗрӗссипе каларӗ: — Ҫапах та манӑн халь мӗн ҫухатнинчен нумай ытлараххи те юлать. — Ха! Ҫаксене курсан, хӑҫан та пулин Петя художник пуласси те, ҫак сӗтел тавра пуҫтарӑнса ларасси, ҫак мӑшӑрсемшӗн ӗҫесси те малтанах уҫҫӑн курӑнса тӑнӑ. Сире дуэле чӗнме чарса тӑракан тепӗр сӑлтав та пур: сирте — плебей юнӗ, а эп — Польша дворянинӗ, чи авалхи йӑхран пӗри, вӑл… Пурте йӗркеллӗ иккенне курсан, капитан ҫамрӑка хӑй патне чӗнсе илчӗ те ҫапла каларӗ: — Ну, Дик, сана пӗчченех хӑваратӑп. — Шухӑшласа пӑхма эпӗ мӗн пурӗ те пӗр сехет ҫеҫ ыйтатӑп. — Тӗрӗс мар! — хыттӑн каларӗ Макҫӑм, — эсӗ сасӑсене те, ӑшша та лайӑх туятӑн, ҫӳреме те пултаратӑн… сана пурте юратаҫҫӗ… Вӗлермесен, пӗр-пӗр чин е награда параҫҫӗ пулӗ-ха. Ялкӑшса тӑракан тӗлӗрнӗ ҫӗр ҫинче кӑнтӑрлахи вӗри шӑплӑх пусса тӑрать. Сехӗрленсе кайнӑ этемсем сулӑ тӑрӑх урнӑ пек ӑшталанса ҫӳренӗ: сулӑ вӗсен ури айӗнче сулӑна-сулӑна кайнӑ, ҫакна пула тата ытларах юхнӑ. Сулӑ айӗнче шыв шӑпӑлтатни тата унӑн тавра сирпӗнсе пыни илтӗннӗ. Судьен юлашки инструкцисене итлемешкӗн арена варрине тӑрсан, вӗсем пӗр пек марри татах уҫҫӑн палӑрнӑ. Вӑл мана, тинӗсре каҫхи вахтенный «пурте йӗркеллӗ» тесе ҫӗкленсе кӑшкӑрни лӑплантарнӑ пекех, лӑплантарса ячӗ. Унтан кутамккине ҫурӑм хыҫне ҫакрӗ те — вунӑ ҫуллӑха ҫак ҫын манӑн куҫ умӗнчен ҫухалчӗ! Ытла та тарӑхса кайнипе вӑл ывӑлне ҫавӑнтах сӗтел хушшинчен тухса кайма хушрӗ. Анчах эпӗ ку ачана ҫакӑншӑн хам ҫине ҫилентерсе юнава хывтарас мар терӗм. Ҫитменнине тата эпӗ пирӗн ачасем ҫерҫисене, кроликсене, кушак ҫурисемпе йытӑ ҫурисене час-часах ним хӗрхенмесӗр асаплантарнине аса илтӗм. Утасса эпӗ ҫӗрле ҫеҫ утрӑм, кӑнтӑрла ӑҫта та пулин пытанса ҫывӑртӑм; килтен эпӗ ҫӑкӑрпа какай чиксе тухнӑччӗ, ҫул ҫинче ҫиме вӗсем ҫителӗклех пулчӗҫ. — Ҫынсене кашни кун йӑлӑхтарма май ҫук, ҫитменнине… мана унта пач та хавас мар пулмалла». — Хушай, эсӗ каятӑн та Элиава, патша хуралӗн пуҫлӑхне, ман пата чӗнетӗн. Анчах, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытларах манӑн хамӑн вӑйсӑрлӑха, — пӗлӳлӗх сахаллине, пурӑнӑҫри чи пысӑк мар ыйтусене хирӗҫ те ответ тупса пама пултарайманнине тӳсме тиветчӗ. Калаҫакан ҫын питӗ хумханнине курса, майра епле пулсан та ҫемҫерех тата тӗплӗрех хуравлама тӑрӑшрӗ. Смотритель, хыпӑнса ӳксе, ямшӑксене васкатма чупрӗ. — Тепӗр сехетрен. — Пӗрремӗш бригадӑн акана тухма вӑхӑт, вӗсем, авӑ, тӑхтамалли сӑлтавсем шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. — Питех те аван. Эпӗ, юлташсем, агитколоннӑран. Арҫынпа хӗрарӑма выльӑхсем пекех туса янӑ. — Эпӗ, ваше превосходительство, хулана кайма тухнӑччӗ те Иван Демьянов патне, сиртен, ваше превосходительство, мӗнле те пулин хушусем пулмӗҫ-ши тесе, кӗрсе тухас терӗм, — тет Шабашкин. — Фронта каяссу килет-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ ненецран. Ҫӗр лаптӑкӗ пӗчӗк, хуҫалӑх валли юрӑхлӑ пулман. «Пыратӑп, пыратӑп!» — тет хӗпӗртесе унӑн пӗтӗм тӑлпӑвӗ. Ӳсӗр чухне ҫеҫ вӗсем хӑрушӑ пулса тӑнӑ. Марсиан аялти тутине тӑсса хучӗ, аллине сарса тӳпенелле ҫӗклерӗ: — Тоа хацха уталицитл. — Вӑл ку тӗлӗшпе нимӗн те чухламасть. Ӑна пӑсма пултарасса та, вӑл пӗр-пӗр ҫын хыҫҫӑн кайса киревсӗр ӗҫ тума пултарасса та ӗненес килмест. Эпир унта кӗтӗмӗр те, эпӗ хама ҫыран ҫине антарса хӑварнӑ хыҫҫӑнах тӗл пулнӑ выльӑхсем пекех, йӗрӗнмелле выльӑхсем тӗл пултӑм. Эпӗ Державин садне кайрӑм та, поэт памятникӗ умӗнчи сак ҫине лартӑм; манӑн ҫав тери мӗнле те пулин усал, ирсӗр ӗҫ тӑвас, хам ҫине пӗр ушкӑн ҫын ыткӑнтарас, вара вӗсене хӗнеме тивӗҫ илес шухӑш ҫавӑрса илчӗ. — Хӑпар, Гаврила, — хушрӗ Челкаш юлташне. Миките ҫуна пуҫӗнче ҫакӑнса тӑракан пушша илнӗ те лашана ҫат тутарнӑ. Тӗксӗм пӗлӗтсем тӳпене ланкӑшпех хупӑрласа хунипе хӗвел тухакан, анакан тӗле те палӑртма май килмерӗ. Лешӗ, темле питӗ хӑвӑрт та ҫынсене систермесӗр улшӑнма ӗлкӗрчӗ, култарма пӑрахрӗ те ассӑн сывласа илчӗ: — Ку ӗнтӗ, паллах, кулӑшла истори, анчах халӗ — ӗҫсем ҫавнашкал, кулса ларма хал та ҫитмест… Вӗсем чухлакалани тӑрӑх, юн юхтарнӑранпа вунӑ сехетрен ытла иртмен. Львовски урамра, Дикий урамне хирӗҫ, батальон чарӑнчӗ. Анчах Тарас хӑй систериччен ӗҫме хушмарӗ, вӑл пурте пӗр харӑс ӗҫетпӗр, терӗ. — Ҫакна та калаҫҫӗ. Истребитель ҫинче вӗҫесси пит те кӑткӑс ӗҫ пулнине шута илсе, пессимистсем: ҫук, вӗҫеймест, тенӗ. — Кӗрех. Вӑл ҫӗрле пулнӑ. Бортсенчен темиҫе пусма ӳкрӗ те — карап халӗ вӗсенчен тӗревленчӗ. Винтсем ӗҫлеме чарӑнчӗҫ. Ҫакӑнти вырӑнсене йышӑнса илсе, хуҫа пулса тӑма питӗ хӗн, доктор! Паллах ӗнтӗ, ӑна пирӗн литературӑна илсе кайма шанса париччен малтан, ун ҫинчен лайӑхрах пӗлес пулать. Чӗрӗ пуҫ мими, чӗрӗ ӳт-кӗлетке. Унӑн шывӗ калама та ҫук тӑварлӑ. — Нимӗн те мар! Каярахпа эпир ҫак айлӑма сӑртран сӑрта ҫитиччен квадратсене пайларӑмӑр та кашни хӑй квадрачӗ тарӑх шырама тытӑнтӑмӑр… Барабанщикӗ, яланхи пекех, офицер ҫумӗнче хыпкаланса ҫӳреме тытӑнчӗ, ӑна-кӑна туса парасшӑн пулчӗ. — Питӗ шеп, — терӗ Базаров. Вӑл ҫара пуҫӑн, ҫара уран ҫенӗхре тӑратчӗ, пӳрте кам та пулин кӗрсе кайнӑ чухне те ҫаврӑнса пӑхмастчӗ. Ӗнер эпӗ, смена иртсен, палатӑра темиҫе сехет ирттертӗм; вӑл чи йывӑр выртаканни. Атте ура ҫине тӑчӗ, пурте чарӑнчӗҫ. — Хӑҫан улшӑнма пуҫлать? — ыйтрӗ Берсенев. Йӗрӗсем тӳррӗн илсе каймаҫҫӗ, ҫуннӑ тӗмӗсем йӗри-тавра ҫаврӑнтарса ҫӳреттереҫҫӗ. — Ҫак пӗчӗк раксем пысӑк кита тӑрантарма пултараҫҫӗ-и? — тӗлӗнчӗ Джек. — Тепӗр ҫӗр ҫултан вӗлерме пултараҫҫӗ! Ну, халӗ ӗнтӗ эпир иксӗмӗр мӗншӗн килӗштернине ӑнланатӑп, эсир те ман пекех вӗт. Колчо сывлӑш ҫавӑрса илчӗ. — Ҫапла ҫав, ҫаплалла ҫав ӗҫсем! — терӗ вӑл. — Мужик пуять те — улпут пулма тӑрӑшать, улпут чухӑнланать те мужик патнелле пырать. Анчах та ку вӑл ик-виҫӗ сӑмаха та аран-аран кӑна ӑнланмалла калакан сакӑр ҫулхи ачашӑн ҫав тери йывӑр япала. Амӑшӗ ун чухне пӗве хӗрринче нумайччен шухӑшласа тӑчӗ: кам, мӗн тума тӗртсе янӑ ҫав кимме ҫыран хӗрринчен? Вӗренме ларни ҫур сехет иртрӗ. Том хӑйӗн урокне тӗтреллӗн ҫеҫ пӗлкелет-ха, мӗншӗн тесен унӑн ӑспуҫӗ ҫав вӑхӑтра этем шухӑшӗ ҫитме пултарнӑ вырӑнсене пур ҫӗре те ҫитсе ҫӳрерӗ, унӑн алли те кирлӗ мар япаласемпе аппаланса ларчӗ. — Мӗншӗн? Корвет ҫинче тупӑ пени кӗрлесе кайрӗ: — Сывӑ пултӑр король! — илтӗнчӗ команда. — Ку ыйтупа эсӗ Лупетов патне, Райполеводсоюза кай. Анчах ҫухӑрса ярса, тапса сиксе пырас вырӑнне, вӑл пӗр сас-чӗвсӗр хӑвӑрт утса пычӗ те ашшӗн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнчӗ. Ах, мӗн-ха вара ку? Ӑслӑх-тӑнлӑх, ӑслӑх-тӑнлӑх, акӑ мӗн, Алексей Иванович, акӑ мӗн илсе каймалла пирӗн караппа. Эпӗ ҫирӗп ӗненнӗ тӑрӑх, — терӗм малалла, — ҫав Безобедов маншӑн кӑна мар, саншӑн та ирсӗр, мӗншӗн тесен вӑл тӑмсай, латти ҫук ҫын, анчах ун умӗнче хӑвна мӑнна хурасси саншӑн кӑмӑллӑ пулас. — Ҫавӑнтанпах-и? Смолинӑн та кӑвакарчӑнсем пур — лайӑхскерсем! Анчах ку шухӑша эпӗ часах пӑрахӑҫларӑм, акӑ мӗншӗн: Уотсон мисс хӑй патӗнчен Джим тарнӑшӑн, паллах, ҫилленет, ӑна вӑл ҫавӑн пек усал ӗҫшӗн каҫармастех, ҫавӑнпа ӑна каллех сутса ярать. Сутсах ямасан та пурпӗр ыррине кӗтме ҫук: унашкал пархатарсӑр негра пурте курайми пулаҫҫӗ — йӑли ҫапла вӗсен — Джима ялан путсӗр, киревсӗр ҫын тесе ӳпкелеме тытӑнаҫҫӗ. — Кам? Ҫак сӑмахсене хӗрсе кайсах каласа панӑ чухне (эпӗ хам аван пӗлекен бальнибарби чӗлхипе калаҫрӑм) мана итлекен ҫын ман ҫине йӑл кулса пӑха-пӑха ларчӗ, вӑл, ман айванлӑха сиссе, мана хӗрхеннӗ пек туйӑнчӗ. Тӳпе ывӑлӗсен — сарӑ, лаптак пит. Халӗ ӗнтӗ вӑл йӗри-тавра мӗн пулса иртнине пачах илтми пулчӗ. 1581-мӗш ҫулхине кунта Сармиенто испанец тӑватҫӗр эмигрантпа пӗрле килсе вырнаҫнӑ. Эпӗ вӑл хута пӗтӗм чӗререн ылхантӑм та хамӑр иртсе пыракан таврари ҫӗршыв ҫине пӑхма тытӑнтӑм. Иртен-ҫӳрен улпутсем, е кӑнтӑрлахи, е каҫхи апат ҫиен пек туса, чӑннипех ун ҫине нумайтарах пӑхма юриех чарӑнатчӗҫ. — Анна Васильевна хӑй тавра хыпашлакаласа илчӗ. — Ӑна эпӗ сире кайран калӑп! — ҫиллессӗн каларӗ офицер. Унтан Власова енне ҫавӑрӑнса ыйтрӗ: — Эсӗ хут пӗлетӗн-и? — Унсӑр пуҫне эпӗ халӗ хам виҫӗмкун тӗрӗс мар тунине йышӑнма хатӗр. Сак тӗлӗнче шӑллӑ-шӑллӑ тимӗрпе тыттарнӑ кантӑк шыраса тупрӗ. Сана хӑвна юн кирлӗ, — ӗҫсе киленме, эсӗ — мӗлке. Эх, этем! Халл капитан борт урлӑ каҫрӗ те штормтраппа вельбот сӑмсине анчӗ. Сӗтел ҫине, хӑйсемпе хӑйсем тенӗ пекех, — ку каҫ пӗтӗмпех ҫаплалла пулса пычӗ, — сӑра тата чиерен тунӑ ҫӑра наливкӑсен кӗленчисем тухса тӑчӗҫ, Ромашов такампа чанклаттара-чанклаттара ӗҫрӗ, чултӑвӑшрӗ, ҫав вӑхӑтрах туйрӗ — аллисемпе тутисем унӑн ҫӑт-ҫӑт тусах ҫыпӑҫакан пулнӑ та пылакланса кайнӑ. Вӑл ҫӑвар уҫма та ӗлкӗреймерӗ, юмӑҫ пӑхас ӗҫре ӑна пулӑшса тӑраканӗ — хура куҫлӑ Фая ура ҫине сиксе тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Пурӑнать! Ҫӑмартан аял пайӗ ансӑр карланкӑпа вӗҫленет. — Хамӑрӑн вӑл! Карчӑк ялкӑшса ҫунакан кӑмака тӑврашӗнче аппаланатчӗ, Олеся питӗ ҫӳллӗ тенкел ҫине хӑпарса ларнӑ та йӗтӗн арлать; кӗнӗ вӑхӑтра алӑк хыттӑнтарах шаклатрӗ те, вӑл ман енне ҫаврӑнчӗ, алли айӗнчи ҫиппи ун татӑлса кайрӗ, пӑрӑл-л! кустарчӗ вара йӗки урай тӑрӑх. Хуларан тухмалли ҫулсене сыхлакан хуралҫӑсен картине татса тухас мар-и тесе шухӑш тытрӑм та ирӗк хир урлах таптартӑм. Кайран кимме пытарма тесе хӑвӑллӑ вырӑн тупрӑмӑр. Куҫусем сан ҫӑл юхса тухнӑ ҫӗрте ларакан ик кӑвакарчӑн пекех. Юлашкинчен вара, вӑл кӗтнӗ хӑрушлӑх та ҫитрӗ: ача чухне курнӑ тӗлӗксене Петр тепӗр хут кура пуҫларӗ. Коляски мӗнле!.. Тепӗр самантран унта автан тискеррӗн ҫухӑрашни илтӗнчӗ. Увар Иванович, ун ҫине пӑхса, пӳрнисене ҫеҫ выляткаласа илчӗ. — Пит те тав тӑватӑп сире, сеньорита. Эсӗ мӗн шутлатӑн? Анчах пуҫӑм манӑн ҫурӑлас пек ыратать, хӑлхара темӗн шавлать, Ромашка умӗнче те хам тухса каятӑп тенӗ хыҫҫӑн каймасан, темшӗн юрамасть пек туйӑнчӗ. Хам таврана юлашки хут пӑхса ҫаврӑннӑ чух чӗрене калама ҫук хуйхӑ пусрӗ. Акӑ шурӑ лампа, ӑна сӳнтернӗ чухне эпӗ тӗттӗмре темӗнччен ун ҫине пӑхса тӑраттӑм, клеткӑллӑ стенка — унта кӗпе-йӗм хураҫҫӗ, унта ман клетка та пур, юнашарах Валькӑн пур. Кроватьсем те кроватьсем… Катюша сӑртра, курӑк ҫинче, выртать. Паганель тунсӑхланине сӑн-пичӗ те аванах кӑтартса парать, вӑл ҫӑварне те сайра кӑна, ирӗксӗртен кӑна уҫать. Вӑл камера стенисене пӑхса ҫаврӑнчӗ те, пурнӑҫ пӗтӗмпех пӗтнине ӑнланса илчӗ. Кунта Тубянскинчен килне казаксем пур. — Пӑтратса ҫӳреҫҫӗ, мур илесшӗсем! Апла, санӑн шухӑшупа, статья тӗрӗс мар пулсан, хӑш йӑнӑшусене йышӑнтӑн-ха эсӗ? Унтах ҫӑл ҫывӑхне пӗренерен ҫӳлӗ пура туса лартнӑ. Ун ӑшне хӗрӗх ҫын вырнаҫма пултараҫҫӗ. Ҫак пуран стенисем ҫинче пӑшал хурса пемелли шӑтӑксем пур. Кун пирки эпӗ пӗртте иккӗленместӗп. Ӑна питӗ вӑйлӑ тар чирӗ килсе лекнӗ. Ҫавӑнтан вара вӑл, шеремет, икӗ эрне хушши вилес пек выртнӑ. Рене-Жан сасӑ еннелле ҫаврӑнчӗ. Индеецсем! Сирӗн виц-мундирӑн тӳмисене пӑхсан та, эсир сенатра е юстици енӗпе ӗҫлетӗр, эпӗ — пӗлӳлӗх енӗпе. — Анчах пирӗн нимӗн те ҫук вӗт, Джон… Ҫапла… Каҫхине вӑл сӗрме купӑсне илсе килчӗ те, вӗсем арӑмпа иккӗш харӑс каларӗҫ. Мучи пир хутаҫран ҫӑкӑр, вунна яхӑн хӗрлӗ помидор, пӗр татӑк «брынза» текен бессараби чӑкӑтне тата провански ҫу кӗленчи туртса кӑларчӗ. — Мӗншӗн-ха апла Ландэань патӗнче ҫӗнтернӗ хыҫҫӑн эпир тыткӑна илнӗ виҫҫӗр хресчене персе пӑрахма хушмарӑн? «Ним тума та ҫук, вуласа тухӑр, Тарас Тихонович», терӗ судья сӳрӗккӗн, секретарь еннелле ҫаврӑнса; ҫав вӑхӑтра унӑн сӑмси ҫӳлти тути ҫинчи табакне сисмен хутра нӑшлаттарса илчӗ, халиччен вӑл хаваслӑ вӑхӑтра ҫеҫ ун пек тӑваканччӗ. Ӑсатса янӑ чухне миссис Тэчер Беккие ҫапла каларӗ:— Ҫӗрлеччен эсӗ киле таврӑнма пултарас ҫук. Ура ҫине тӑмасӑрах, Петр шӑппӑн:— Мӗн пирки вара вӑл? Э? — тесе ыйтрӗ. — Симӗс, е хӗрлӗ ҫутӑ: сӑмсари, е хӳре ҫинчи хунара шырӑр. — Перу ҫинчен те, Куайе ҫинчен те, — тет малалла Паганель, унӑн сӑмахӗсене хӑлхана чикмесӗр, — Бенн ҫинчен те, Кеннингем ҫинчен те, Тьер ҫинчен те… Ман атте юратӑвӗшӗн арӑмне каҫарма пултарайман вӑл, вӗлерес пек хӗненӗ, тепӗр ҫултан ӑна шӑтӑка чикрӗ. — Мӗншӗн курнӑҫмастпӑр-ха? — терӗ вӑл, пушмак пуҫӗсем ҫине тинкерсе пӑхса; эпир решетке стеналлӑ пӳлӗм ҫумӗнчен иртсе пынӑ чух хӗр стенана пӳрнисемпе тӗкӗнчӗ. Хула ҫыннисем ювелир магазинӗсен витринисем умӗнчен пуҫӗсене чиксе иртрӗҫ. Халь ӗнтӗ Ерошка кӑкшӑм ҫуланӑ, а ӗлӗк Ерошка пӗтӗм полкӗпе янӑранӑ. Сухалли малалла икӗ утӑм турӗ те, кӗлисене шаклаттарса, хӗвӗнчен пакет кӑларса пачӗ. Тискер лаша кӗтӗвӗ тем анлӑш прерипе калама ҫук хытӑ вӗҫтерсе пынӑ. Доронин кайсан, Пузыревский Корчагин енне ҫаврӑнса: — Вула малалла, эпӗ те итлем. Анчах ҫула туса пӗтермесен — юраманнине пурте, пӗр ҫын юлмиччен пӗлеҫҫӗ. Ҫитменнине тата ман запасра ун пек сӑмах та ҫук… Ҫавӑнпа та эпӗ, Макар, чӑнласах акӑ мӗн тума сӗнетӗп: эпир, ҫав ылханлӑ чӑх-чӗпсемпе ҫапла хӑтланса, политика тӗлӗшӗнчен йӑнӑш туса хутӑмӑр, факт, йӑнӑшрӑмӑр! Татах та ялкӑшрӗ. Манӑн вӑт тете ӑслӑ. — Ҫапла. Ун ҫӗҫӗ пулман — кактус касса илмешкӗн ним те пулман. Ман ҫурта ҫӗклесе ҫӳренӗ чухне асӑрхаймасӑр ӳкерсе мана амантасран тата кӳмепе илсе ҫӳренӗ чухне сахалтарах кисренмелле тӑвас тесе, ман пӳлӗмӗн стенисене, урайӗпе маччине кӗҫҫе ҫапрӗҫ. — Мӗн ҫинчен? Арӑслан тӳрех асӑрхарӗ ӑна, анчах малтанлӑха ун еннелле пӑхса ҫеҫ илчӗ. Ҫапла вара ӑна, пӗтӗм шкул ӗхӗлтетсе мӑшкӑлласа кулнӑ хушӑра, пӗтӗм пӳлӗм урлӑ класӑн тепӗр енне илсе кайса, хӑй вырӑнне лартрӗҫ. — Эпир сире каллех курнӑшӑн калама ҫук савӑнатпӑр, — терӗ доктор, — анчах кунтан кайсан татах та ытларах савӑнӑпӑр. Джон Мангльс та ҫавӑн пекех пӑшӑлтатса Гленарвана малалла анма хушрӗ. Пурте харӑсах шӑлланчӗҫ, тимлесех итлеме пуҫларӗҫ. Пӗр Кузьма Ярцев ҫеҫ итлесе тӑмарӗ. Вӑл хӗрарӑм каласса кӗтрӗ. Анчах лешӗ ун ҫине куҫне те ҫӗклесе пӑхмарӗ. Профессор ман ҫине кулянса пӑхса илчӗ те хуллен, анчах ҫирӗп сасӑпа ҫапла каларӗ: — Эсир иккӗмӗш курса куҫаймастӑр, Иртеньев господин. Апатне те хамах пӗҫерсе панӑ пулӑттӑм… Жандармсем айӑпланакансем ҫине ӑнланмасӑр, тӗлӗнсе, халӑх ҫине — ҫилӗпе пӑхрӗҫ. — Марчев, сан патӑнта ҫавӑн йышшисем пур-и? — Турра тав, амӑш, ывӑл аванскер; маттур, пурте ырлаҫҫӗ, — тет Лукашка амӑшӗ. Мӗн тӑвӑр ӗнтӗ халӗ эсир манпа? Шаккаканни голова иккен. Унӑн хуллисемпе линейкийӗ халӗ кӗҫӗн классенче сайра хутра ҫеҫ ӗҫсӗр выртрӗҫ. Хӑнӑхнӑ майпа «эпир» тесех ҫыратӑп-ха эпӗ, мӗскӗн Колпаков вилни те виҫӗ кун ҫитет. Павелӑн тӑнлавӗсене темӗн хӗссе илнӗ пек туйӑнчӗ. Оленин пӳрт крыльци ҫине чупса хӑпарчӗ те пӑлтӑр алӑкне тӗртрӗ. Такам чӳрече решетки урлах тыткӑнрисемпе калаҫать. Вӗсене хирӗҫ пире кам ертсе кайӗ? Ҫакӑ, шӑлсӑр ҫӑварне ейсе, виртлесе кулакан пит, Фомара пӑшӑрхануллӑ шиклӗх хускатса, унӑн пӗчченлӗх ӑнланӑвне пушшех те вӑйлӑлатнӑ. Чаҫе кунсерен ҫӗнӗ летчиксем килсе тӑраҫҫӗ, пуринчен ытла вӗсем ГВФ-ран, — вӗсенчен хӑшпӗрисемпе эпӗ Ҫурҫӗрте ӗҫленӗ, хӑшпӗрисемпе Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче. Амӑшӗ, ывӑлӗ ҫине тимлӗн пӑхса, вӑл мӗншӗн ҫав териех пӑшӑрханма пултарнине пӗлме тӑрӑшса, чарӑнса тӑчӗ. Касса янӑ вырӑнта ҫавӑнтах пӗтӗм лапкипе юн тапса тухрӗ, алӑ тӑрӑх юхса кайса, ҫӗр ҫине хӑвӑрттӑн тумла пуҫларӗ. Эпӗ ним калама аптрарӑм, ытахальтен ҫеҫ вара:— Аплах пулмӗ-и? — терӗм. Тахӑшӗ ахлатса илет, партӑсем хушшинче пӑшӑлтатса калаҫни илтӗнет. Чӑрмантартӑм-им? Господин прапорщик! — терӗ вӑл, ман еннелле ҫаврӑнса. — Каласа парӑр ха эсир пире хӑвӑр шухӑшӑрсене. Ватӑ кӗсри васкамасӑр ун хыҫҫӑн пынӑ. Вӑл нумайччен, хӗрӳллӗн купецсен ачисен инженерсем, чиновниксем, офицерсем пулма кирли ҫинчен каларӗ. Ҫӳп-ҫап купи унта тахҫан сарай ларнине пӗлтерет. — Мороженӑй, паллах, ман асра та пулман, анчах тӗлӗнессе тӗлӗннӗ: мӗн тума ҫавӑн чухлӗ автан кирлӗ пулнӑ-ха ӑна, тетӗп, тата мӗншӗн автансем ҫеҫ кирлӗ? Уйрӑмах ӑна Христофор атте «мухтав» сӑмаха кашни каламассеренех сывлӑш ҫӑтса хӑвӑрт сӑхсӑхни, ыттисем те сӑхсӑхчӑр тенипе юриех хыттӑн виҫшер хут: «Аллилуя, аллилуя, аллилуя, мухтав сана, турӑ!» — тени хытӑ тарӑхтарчӗ. Эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма панӑ… пӗтӗм пурнӑҫӑма… — сасартӑк ватӑ ҫын пек мӗскӗнӗн, тӗлсӗр хыпаланса ӳкрӗ, сӗтел ҫинче тем шыраса, аллипе хыпашлама пуҫларӗ, сӑмаххисене пӑтраштарса, васкавлӑн, ӑнланмалла мар мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Ун пек тӑвиччен эсӗ… йӗкӗтӳсене кӑтарту пар. Халӗ ҫырмара та, килхушшинче те, пӳртре те — пуш-пушах. Вӑл алӑка хыпашласа туртрӗ, хуллен кӑна шаккарӗ те, чашкӑрса илнӗ: — Шш! Унӑн ӑсӗ пысӑк тесе калама ҫук, ниепле те калама ҫук, анчах чее, нумай ухмах ҫынсен пулакан темле чеелӗх пур унӑн. — Ара, — тетӗп, — ӗнер короле леш хупахра курнӑ хыҫҫӑн эпир ӑна сулӑ ҫине часах илсе ҫитейрес ҫук тесе шутларӑм, хӑҫан урӑлать-ха вӑл; ҫавӑнпа эпӗ хула тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме кайрӑм — вӑхӑта мӗнле те пулин ирттермелле-ҫке! Юлашкинчен тин, кабинетра унпа сывпуллашнӑ чухне, вӑрӑммӑн анасласа илсе, ҫапла каларӗ: — Да… Кӑшт ҫеҫ сана калама манаттӑм… Ыран пирӗн лашасене Федот патне леҫме хуш-ха… Челкаш — «фонарь кӑна вӑл» — тенине ниепле те ӑнланма пултараймарӗ вӑл. Сатурн ҫинчи пӗр ҫул пирӗн Ҫӗр ҫинчи вӑтӑр ҫулпа танлашать — Ҫӗр ҫинчи тӑхӑрвунӑ ҫулхи старике, Сатурн ҫинчи вӑхӑтпа шутласан, пурӗ те виҫӗ ҫулта тесе каламалла! «Ют ҫынсен тӗввине эпӗ салтаймӑп, — шухӑшлать вӑл, — хамӑннах ҫителӗклӗ. Ытах та хам мӗн ыйтнине парсан, эх, мӗнле эпӗ юратӑп сана! — Халӗ, паллах, лайӑхрах, — терӗ те вӑл, вӑлта йӗппине аякка ывӑтса ячӗ. Авӑ леш… хайхи Ежов — мӗскер вӑл? Эпӗ Катя ҫинчен шухӑшламастӑмччӗ-ха, анчах чунӑмра темӗнле ачаш асӑнусем вӑранчӗҫ, куҫ умӗнче «Катя» тӑнине туйса илтӗм. — Ку эсрелсем ӗнтӗ эрехлӗх тесен темӗн тума та хатӗр. Иртен пуҫласа мӗн каҫченех тӗрлӗ ложементсем тӑваттӑмӑр, явӑл ҫӑтса ярасшӗ! — Тата мӗн шуйттанӗ тума вӗсем кунта куҫса килнӗ-ха? Вӑл килнӗ теме те ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ ӑна асӑрхамасӑр ниепле те ирттерсе яма пултарайман. Прерисенче ачаранпа ҫӳреме вӗреннӗ ҫынсем — мексиканецсем пур. Сире искусство пек туйӑнса кайнине вӗсем упалла ҫаврӑнкалани вырӑнне ҫеҫ шутлӑччӗҫ. Анчах кунта кашни сӑмах вырӑнлӑ та чамасӑр савӑк, мӗншӗн тесен вӑл тӗнчере чи-чи хаклӑ сасӑпа каланать. Лампӑран шӗвӗр ҫулӑм сӑнни ҫӗлен пек явӑнса ялтӑрах ҫиҫсе тухрӗ. — Так точно-с. — Командир ӑҫта? Ҫак капитан тӳрӗ ҫын та аван морякчӗ, анчах вӑл кутӑнлашма юрататчӗ. Пӗрре те иккӗленместӗп, ӑна хӑйне те ҫак ҫитменлӗхех пӗтерчӗ пулӗ. Тинӗс тӑрӑх ишсе пынӑ чухне тропикри сивчирпе чирлесе темиҫе матрос вилчӗҫ. Октябрь уйӑхӗнче Андрей унӑн пӳртне хӑмӑшпа витсе пачӗ. Ну, нимех те мар. Иван Ивановичӑн куҫӗсем пысӑк та тарӑн, табак тӗслӗ вӗсем, ҫӑварӗ ижица буква евӗрлӗрех; Трактир хуҫи пулма аннепе иксӗмӗре тиврӗ. Ҫыран хӗрринелле пырса, икӗ матроспа Грант капитан ҫӗр ҫине тухасшӑн», е «ҫыран хӗрринелле пырса, ҫӗр ҫине тухнӑ, — континент ҫине, унта вӗсем усал туземецсем аллине тыткӑна лекеҫҫӗ» — е «лекнӗ». Лутра, хулӑн тунасем ура айӗнче, шурӑпа хуран пӑтрашӑнса, ула-чӑлан курӑнаҫҫӗ. — Юрӗ, юрӗ… Унӑн ҫырӑвӗсене вулаттӑм та макӑраттӑм. Ӑна пӑрахнӑ пекех мана та пӑрахӑр, тесе шутлатӑп. Володя ӗнер кунта полковник патне кӗнӗччӗ. — Эсир Конвент декретне пӗлетӗр-и? Ача чупнӑ чухне те Артамонова вӑл хӑравҫӑ вӑрӑлла йӑпшӑнса пынӑ пек туйӑннӑ. Озирисшӑн йӗрекен Нефтиспа Изидӑна ӳкерсе кӑтартмалла вӗсен паян. Хамӑр хӗрарӑмсем, ҫакна пӗлсе тӑр, ҫав тӗслӗхпе мана куҫран тӗртеҫҫӗ: «Эсӗ, тӗлсӗр-йӗрсӗрскер, чиркӗве хупса, ӑна клуб тӑвасшӑн, Шырланпуҫри председатель турра ӗненекен хӗрарӑмсене пӗтӗм чунтан хисеплет, праҫниксенче вӗсене чиркӗве лашапа илсе ҫӳрет», теҫҫӗ. Пулман-им вара? Палашка пире хӗҫсене калла кӳрсе пачӗ. Ҫапах вӑл кӑнтӑрла яланах килте апатланать, апат хыҫҫӑн хальчченхи пекех диванлӑ пӳлӗме вырнаҫса ларать те шавах Катьӑпа темле вӑрттӑнлӑх ҫинчен калаҫать; анчах мана — вӗсен калаҫӑвӗсене хутшӑнманскере — илтӗнни тӑрӑх шутласан, вӗсем хӑйсем вуланӑ романсенчи геройсем ҫинчен, ҫав геройсен хушшинчи кӗвӗҫӳпе юрату ҫинчен кӑна пуплеҫҫӗ; ҫакнашкал калаҫура мӗнех интереслентерет-ха вӗсене, мӗн килӗшнипе ҫавнашкал кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ-ха вӗсем, хӗрӳллӗн тавлашаҫҫӗ — нимӗн те ӑнланмастӑп. — Ҫук, ҫук, эпӗ пӳрте кӗместӗн, — татса хучӗ Павел. Анна Власьевна, вӑл таврӑнасса чунтанах кӗтнӗскер, ӑна ыйтусем парса хупланӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ аран-аран каласа панӑ. Вӑл мӗн пулса иртнине пурне те лӑпкӑн сӑнаса тӑчӗ. Анчах та ку вӑл идеализм мар вӗт-ха! — Мӗнле нимӗне те пӗлтермест? — мӑкӑртатрӗ тӗлӗнсе кайнӑ Павел Петрович. Унтан вара, тӗрмене ӑсатса, хӗсӗк те тӗттӗм кӗтесе, ҫара стеналлӑ, тимӗр решеткӑпа хупланӑ пӗртен-пӗр чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗме хупса хучӗҫ. Вӑл каллех кулса илчӗ те малалла каларӗ: — Ку мӗнле майпа пулса тухнине хам та ӑнланаймастӑп! Хӑш чух вӑл сӑмахсем тупаймасӑр чарӑнса тӑчӗ, вара хӑй умӗнче куҫҫульпе тӗтреленнӗ, тӗксӗммӗн ҫутӑлакан ырӑ куҫлӑ сӑн-сӑпата курчӗ. Пӗр самантлӑха пурте шӑпах пулчӗҫ, унтан йӗрсе кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ кил хуҫи ӑрӑмӗ ҫапла ыйтрӗ: — Миҫе ҫултискер пулнӑ-ши вӑл, мӑнтарӑн? БАО-на каясшӑн мар вӑл, кӳреннӗ… Пӗртен-пӗр типӗ сухари татӑкӗсемпе кӑна тӑранкаласа пурӑнатӑп, сухарине катса илетӗп те куҫҫулӗмпе ислетсе ҫӑтса яратӑп. Сӑмахӗ витӗмсӗр пулчӗ. Давыдов тӗттӗмре курмарӗ, анчах сасси тӑрӑх Лушка кулнине сисрӗ. Вӑл мана тахҫанах килӗшни ҫинчен эпӗ катаран кӑна систерсе хутӑм. Ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ! — тенӗ те, кӗтмен ҫӗртенех, ҫапла хушса каланӑ: — Хамах авланатӑп! Ӑс-пуҫ чӗрепе тавлашнӑ чух вӑл сайра ҫӗнтерни пулать. «Хӑшӗн сӑмахӗ тӗрӗс-ши? «Эх, епле юратса пӑрахнӑччӗ эпӗ ҫав каҫ, мӗнешкел телейлӗччӗ! Хӑйне тӳрре кӑларма тӑрӑшса, Геринг хӑйӗн кӑвак тӗслӗ тӗксӗм куҫӗсене пӗлӗтелле ҫӗклерӗ те: мӗн тӑвас, турӑ ирӗкӗ ҫапла пулнӑ ӗнтӗ! — тесе хучӗ. Оркестр кӗрлет, малта тӑракан чаҫсем площадь урлӑ ирте пуҫларӗҫ. — Ҫавнашкал наркӑмӑшлӑ ирсӗр ҫӗлен ҫинчен каласа парассӑм та килмест! Тырӑ турттарса килсе пачӗ тетӗн-и? Мӗскӗн Ясек, тупайӑн-ши ун патне ҫитмелли ҫула, эс вӗҫейӗн-ши тӳпере хӑлат пек, пулӑ пек ишейӗн-ши шывра, шухӑшлӑн-ши хӑвӑн Марысю ҫинчен Липинцӑра? Унӑн савнине пытараҫҫӗ-им… — вӑрӑммӑн тӑсӑлакан музыка илтӗнекен чӳрече еннелле пуҫӗпе сулса илчӗ Стручков. Ун пек ларма-тӑма пӗлмен ҫын эпӗ хам ҫуралнӑранпа та курман. Кайран Лена хӗрелсе кайрӗ те ӑна ҫӗре хучӗ, Воропаев ҫине пӑхма хӑймасӑр, унӑн койки хӗррине ларчӗ. — Ҫук, ҫук, никама та! Аллисене вӗсем хӑйсен власть паллине — вӑрӑм бамбук туя — тытнӑ, ун пӗр вӗҫне асамлӑ имҫампа сӑтӑрнӑ. — Аха! Тепӗр енчен, Лизӑн Алексее ҫавӑн пек кӗтмен ҫӗртен курӑнса вӑл мӗн тери тӗлӗннине курасси килнӗ… — «Вӑл юратса пӑрахнӑ, — ирӗксӗрех пӑшӑлтатрӗ тутам… Поддубецсем пирӗннисене вӗлермеллех хӗнеҫҫӗ! Кук туземецсене ырӑ кӑмӑлпа килӗштересшӗн пулнӑ. Ытти виҫӗ пӑшалӗ кимӗпе пӗрле шыв айне путнӑ. Калчо шӑтӑк вӗҫне пит тӑрӑшса тасатать, хӑрах куҫӗпе пӑхса вӗрет те, ӗҫӗ ӑннӑшӑн хӗпӗртесе, пӑхса тӑракан хӑнисене куҫ хӗссе илет. — Хӑвӑн шинельне е хӑвӑн эполетусене ӳпкеле, ӑна мӗн айӑпламалли пур? Хурлансах кайрӗ, тет, панночка. Стена ҫинче ашшӗн хӗҫӗ ҫакӑнса тӑнӑ пулнӑ. Контрреволюционера хӗҫпӑшалсӑрлантартӑн! Каран кӳлепи тата моряк куҫне курӑнакан хӑш-пӗр уйрӑмлӑхсем тӑрӑх Халл капитан ку Америка карапӗ иккенне ӑнланчӗ. — Турӑҫӑм! — тӗлӗнсе кайса, диван ҫинчен тапранса кӑшкӑрнӑ Фома. Ку Корытовӑн «хавхалантарас» текен сӑмах пекки мар. Эпӗ пӑхрӑм; кӑвакрах тӗслӗ пӗр чӗрӗк листа пысӑкӑш хут ҫине шултра та илемлӗ саспаллисемпе ҫапла ҫырнӑ: Приказ Ананьев улпут ҫурчӗн тӗп кантурӗнчен Михайло Викулов бурмистра, № 209. Ҫав вӑхӑтра Дмитрий пӳлӗмрен таҫта тухнине пула Варенька вулама чарӑнчӗ. — Ырӑ ҫыннӑм, — тенӗ ӑна Миките, — кайса ыйт-ха — хӑш ҫунине кӳлме хушать: хуплӑ ҫунана-и е пӗчӗккине? — тенӗ. Анчах хутор тӑрӑх кулӑшла хыпар сарӑлчӗ: Макар Нагульнов тем шутпа ӑҫта пынӑ унта, курттӑмӑн та, уйрӑмшарӑн та автансем туянать, вӗсемшӗн пысӑк укҫа тӳлет имӗш. — Вӑл хӗрарӑм пулнине эпӗ ӑҫтан пӗлме пултарнӑ-ха? Прапорщиксем эрех ӗҫмеҫҫӗ, — хушса хучӗ вӑл, Володя ҫине пӑхса йӑл кулнӑ май. Ну, чипер юл-ха! — Юрӗ, пырӑп, — тенӗ Павел. Ӑҫта? Ан тив, шухӑшлатӑрах! — Ҫапла, сэр, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче мӗн пулнине эпӗ сире калама пултаратӑп. Кунпа пӗрлӗх пӗр харӑс Сечьшӑн та ӗҫӗр, вӑл мӗнпур бусурмансене хӑратса нумайччен тытӑнса тӑтӑр, унтан кашни ҫулах пӗринчен тепри лайӑхрах, пӗринчен тепри чипертерех маттурсем ҫуралса тухчӑр. Эсӗ мӗнле шутланине пӗлесчӗ манӑн. Хӑй ман умра пӗр хускалмасӑр тӑрать, эпӗ унӑн сӑнарне пӑхкалама пуҫларӑм. — Ан васка. «Вӑт ҫынччӗ!» кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Базарова унӑн сӑн-пичӗ ҫӗр каҫиччен кӑштах шурӑхнӑн туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа та ҫак айлӑмра вӑхӑта темӗн чухлӗ ирттерсе тӑмалла мар; мӗнпур интерессене илсе пӑхсан, часрах ҫул ҫине тухма май пурри палӑрать. Анчах вӑл мана палламарӗ пулас! Ахаль сӑмахсемпе каласа памалла мар пысӑк ӗҫ пулнине туйса пулас, ҫав ҫын ҫирӗп сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илчӗ. — Кунта сирӗн казаксем ҫине кӳренеҫҫӗ, пане полковник. Любишкин тарӑхса ҫитнӗ, сиввӗн пӑхать. Вӑл хиртен сиккипех чуптарса таврӑннӑ, килне кӗмесӗрех правление килнӗ. Вышимирский тултарса пачӗ. Пӗлмен ҫынсене ӑнлантарса парас пулать: сунар ӑнӑҫсан, тытнӑ кита «Пилигрим» патне ҫити туртса ҫитермелле, сылтӑм борт енчен ҫирӗп ҫыхса хумалла. Ытах та халь пӗтӗм кӑкӑр тулли сывласа ярсан, чӗре татӑлсах анмалла… — Юрӗ, Айртон, эпӗ сирӗн ҫине шанатӑп, — терӗ Гленарван. Пӗчӗк хӗрарӑм ӑна мӑн ҫын пекех алӑ тӑсрӗ те ыйтрӗ: — Сирӗн-и-ха вӑл суккӑр ача пурччӗ?.. Кун пек ҫилпе вӗсем ытла ҫӳллех пулакан марччӗ, халь вара чылай ҫӳллӗ. Майра-патша та патша хӗрӗ пулнӑ май, савӑнӑҫлӑ тухусенче, керменри апатланусемпе суд кунӗсенче чыс-хисеп кӳркеленӗ ӑна Соломон, анчах чунӗ ун ҫав хӗрарӑмшӑн вилӗ пулнӑ. Унта тавралӑха электричество энергин вӑйлӑ юхӑмне сирпӗтсе тӑракан пысӑк пӑнчӑсем пулса каяҫҫӗ; вӑйлӑ взрывсем кӗмсӗртетеҫҫӗ, унӑн хӗрсе тӑракан газӗсен миллиардшар тонни секундра 400 километр хӑвӑртлӑхпа вӗҫет. Софья Ивановна — княгиньӑн йӑмӑкӗ, ватӑ хӗр, пӑхма вӑл аппӑшӗнчен те ватӑраххӑн курӑнать. Анине таптатнӑшӑн хуҫи унтан виҫӗ тенкӗ ыйтрӗ. Тӗрӗс, стариксӗр пуҫне пурте хӑтӑлчӗҫ. Ҫапла калаҫса вӗсем малалла чуптарнӑ. Анчах — те манӑн сӑмах ӑсталӑхӗ ҫитейменнипе, те хам кӑтартса пама тӑрӑшнине хам ҫителӗклех ӗненсе ҫитменнипе — эпӗ калани ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Каҫалапа 8 сехет тӗлӗнче эпир унтан мӗн пурӗ те ҫирӗм километр анчах юлтӑмӑр. Мӗн каҫ пулса ҫитичченех Ежов хирӗлнӗ, хӑй курайман ҫынсене хур тунӑ, унӑн усал хӗрӳлӗхпе тулнӑ сӑмахӗсем Фомана хӗтӗртсе янӑ, вӑрҫӑллӑ туйӑм панӑ. Анчах ҫапах та ҫакна асӑрхаттарас пулать: вӗҫекен утрав лапутсен монархӗ тытса тӑракан ҫӗршывсем ҫийӗнче кӑна куҫса ҫӳреме пултарать. Вӗлертӗм — ним чухлӗ те хӑрушӑ мар! Ну, ним те мар. — Пирӗн умра пӗр задача — республикӑна сыхласа хӑварасси. Пирӗн пӳлӗмре савӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен ҫуллахи вӑхӑтра ӗҫлеме Мускавра юлайманнишӗн кӑштах куляннӑ хыҫҫӑн, тата темле ҫавӑнта юлма пултарнӑ Машкӑна ятлакаланӑ хыҫҫӑн юрлама пуҫларӗҫ, вара эпир Катьӑпа ҫӗрӗпех хальхи вӑхӑтри ҫар романссене итлерӗмӗр, вӗсен хушшинче шӳтле юрӑсем те пурччӗ. — Сирӗншӗнех-ҫке, ҫӗр ҫӑтманскерсем… — кӗтмен ҫӗртен янӑравлӑ сасӑпа каласа ячӗ Давыдов, унтан темле тӗлӗнмелле ҫутӑлса кайнӑ куҫӗсемпе енчен-енне пӑхса ҫаврӑнчӗ, — хӑвӑршӑнах тӑрӑшатпӑр-ҫке-ха! — Ӑнӑҫлӑх джентльменӗсем сайра хутра ҫеҫ пӗрне пӗри шанаҫҫӗ, тата тӗрӗс те тӑваҫҫӗ, — ответлерӗ повар. Самовара ил… Ҫакӑнпа ӑнлантармалла та ӗнтӗ Вӑтаҫӗр Африка ҫынсӑр пушанса юлнине, тем пысӑкӑш ҫӗрсем пушхире тухнине. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — тесе кӑшкӑрать Гленарван, пӗр аллипе Паганеле тытса, тепринпе хӑватлӑн ишсе. Эпӗ тӗрӗс палӑртса хутӑм, Половцев господин! Ну, ну, юрӗ, калӑп эпӗ ӑна. Кам какайне ҫинине сисетех кушак. Тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, аллисене кӗсйине чиксе, Давыдов малтисем патне ҫитсе тӑчӗ. Кунта ҫынсем пурӑннӑ… Анчах халлӗхе эс ӑна нимӗн те каласа паман-ха. Тепӗр ирхине Хӗрлӗ Тӑрна лагерьти пур ачасене те чӗнсе вӗсен умӗнче ҫапла каланӑ: — Ачасем! — тенӗ вӑл. — Часах эсир ҫитӗнсе ҫитетӗр, пысӑк ҫынсем, вӑйлӑ арҫынсем пулаттӑр. — Курӑнуллӑ суд кирлӗ… (Килте ӗҫлесе пурӑнакан ҫынсем час-часах, сӑмаха ҫемҫетес тесе; арҫын ҫинчен калаҫнӑ чухне, хӗрарӑм ячӗпе усӑ кураҫҫӗ.) Чӑн та, Юрий Алексеевич, лӑнчӑланма пуҫланӑ эсир. Тен, кунта нимӗҫсем блиндажсем тума йывӑҫ касса хатӗрленӗ пуль. Мӗне тӗсетӗр? «Сана мӗн кирлӗ?» Пӗр-пӗринчен пӗр пекрехех хушӑ, уйӑрӑлса, пыраканскерсем, виҫӗ юланучӗ те пӗрне-пӗри курмасӑр прерипе кайнӑ. Вӗсем Баллохара поезд ҫинчен аннӑ, вара Люссана ҫитиччен ҫуран килнӗ. — Вӗсене ман пата кӗме калӑр. Вӑл кӗлетке ҫеҫ пулсан, вӑл кама тата мӗн тума кирлӗ-ши? — Мӗн пирки йӗретӗн эс? — ыйтнӑ Фома, пӗр аллипе унӑн питне ачашласа, тепринпе ӑна мӑйран ыталаса тытса. Юхтарса ҫӑвакан тӑвӑллӑ ҫумӑр вӑйсӑрланса ҫитнӗ халӑха чӑм шыв туса хучӗ. — Гильотина турттарса килеҫҫӗ. Мӗнле майпа татӑлса кайнӑ-ха ҫаврашка? Манӑн скрипача ҫапас килчӗ; ҫакна тӑвас мар тесе эпӗ чышкӑсене хам ая туса урайне лартӑм та, ӑна укҫана кассӑна хума хушрӑм. Эпӗ унпа «Энеидӑна» вуласа тухрӑм. Эпӗ, нимӗншӗн те хапсӑнмасӑр пире ҫепӗҫҫӗн юратакан ҫав ҫынна хӑнӑхса ҫитнӗскер, урӑхла пулма пултарасси ҫинчен шутламан та, манӑн ӑна тав тӑвас кӑмӑл нимӗн чухлӗ те пулман тата хамран хам нихҫан та: мӗнле-ха, телейлӗ-ши вӑл? хӑй пурнӑҫӗпе ҫырлахать-ши вӑл? — тесе ыйтман. Вӗсенчен кам: — хӑй е Монтанелли ӑсран тухнине вӑл ниепле те тавҫӑрса илме пултарайман. Анчах ҫав шухӑшсем темле ман пуҫӑмран тухса ӳкрӗҫ. Ун пек упа урӑх шыраса та тупаймӑн. — Мӗнле савӑнӑҫлӑ ответлетӗн эсӗ! Мӗнле шухӑшлатӑн эсӗ ҫавӑн пирки? Эсӗ манран ҫеҫ ыйт: эпӗ вӗсене пурне те пӗлетӗп. — Елизар, кунта пар! — кӑшкӑрчӗ ӑсатакансенчен пӗри. Кунта юлма та юрамасть — вӗсем мана шырама тытӑнаҫҫех. Вӑрҫӑ ҫукки мӗнех вара? Карчӑка вӑхӑтлӑха пахчарах чарса тӑрас тесе, Сима Симаков хӳме тулашӗпе пахча еннелле вӗҫтерчӗ. Эпӗ тӳлӗп. Сирӗн тӗлӗнмелле хӑвӑра евӗр ӑсталӑх… Пӗлетӗр-и, ун чух лаша таканӗ яка ҫул ҫине йӗр хӑварса пырать. «хуйхи савӑнӑҫ хыҫҫӑнах ҫӳрет» тенӗ вырӑс сӑмахӗ тӗрӗс пулчӗ. — Мӗн тата? Каятӑп эп сан патӑнтан… — тенӗ. Унӑн кулли татах та нумая пычӗ, Австралинчи чакаксен сасси те илтӗнмест. Тепӗр кун, ирпе ултӑ сехет ҫитсен, ҫывракансем хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисене курса вӑранчӗҫ те, чи малтанах Австралин пӗчӗк ачи ҫинчен аса илчӗҫ. — Мӗн пирки? — пӗр саспа ыйтрӗҫ американецсем. Мексиканец ҫав тери чӑтӑмлӑ пулнӑ. Анчах кунта каллех тухтӑрсем. Ла-Вьевиль пуҫне сулкаласа илчӗ. Ҫирӗп те хӑпартланчӑк сӑнлӑ Шульгович полкӑн вӑта ҫӗрӗнчен самаях аякка, кирлинчен пӗр тӑватӑ хут кӑна ытлараха, кайса тӑчӗ. — Туршӑн та, Елена Николаевна, — терӗ вӑл. — Мӗн калаҫатӑр эсир? Аслӑ кассир пӳлӗмре утса ҫӳреме пуҫларӗ. — Тавтапуҫ сире, юлташсем, ҫав тери пысӑк тавтапуҫ, эпӗ мӗнпе… Пӗр вӑхӑтра, вулкан вӑйӗ хытӑ хӗснипе, ҫак чула кунталла тӗртсе кӗртнӗ те вӑл хӑвӑл ҫула пӑкӑ пек питӗрсе лартнӑ. Тикӗт юхтаратпӑр, кӑмрӑк ҫунтаратпӑр. Унӑн компаньонӗпе ҫывӑх тусӗ Вильямс, таварсене Саутгэмптонран ӑсатнине хӑй сӑнаса тӑма килӗшет, Бэйли вара таварсене Ливорнӑри таможня урлӑ каҫарать. Анчах «Кастри» мачтӑсемсӗр тинӗсе тухма пултарайман. — Эс ман патӑма кӗр. Пӗрре каҫхине, Откоса уҫӑлса ҫӳреме кайнӑ хуҫасем килессине эпӗ крыльцара кӗтсе ларнӑ чух, хӗрачи ман алӑра тӗлӗрсе ларнӑ чух, амӑшӗ юланутпа ҫитсе тӑчӗ, ҫӗр ҫине вӑрт сиксе анчӗ те пуҫне каҫӑртса ыйтрӗ: — Мӗн вӑл — ҫывӑрать-и? — Шухӑшласа, кӗтсе тӑрсан, хӑвна ху хака хурса ларсан, хӑвна хакласа тӑрсан, ҫӑмӑл мар, шухӑшласа тӑмасан — парӑнма питӗ ҫӑмӑл. Ҫапла ҫирӗплетекенсем хӑйсене Шуррисем теҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пир тиарӑпа — Эрос паллипе — ҫӳреҫҫӗ. Карап сасартӑк чалӑшни палуба тӑрӑх текех чупмалла мар туса хучӗ. Карап ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ кустӑрмасем ҫаврӑнаҫҫӗ, мачта ҫинче пралук ҫӳҫ хускалма пуҫларӗ. Тата ҫакна та шута ил: арӑмсем пирӗн — пиҫмен чуста пек, пӑрӑҫсӑр, кичем вӗсемпе! Темӗн йывӑр пуласса сисни ман ӑша вӑркатать. Лена ӑна хулӗнчен тытрӗ те татах тепӗр хут: — Ҫитес пулать, Алексей Вениаминович, тем пулсан та сирӗн унта пуласах пулать. Амӑшӗ ун хыҫӗнчен пӑхрӗ те, салтӑннӑ май, кил хуҫи ҫинчен:— Тем пирки тунсӑхлать… — тесе шухӑшларӗ. — Мӗн шаккан? — ыйхӑллӑ сасӑпа ыйтрӗ кӳршӗ арӑмӗ. — Ҫавсене те кунта илсе килӗр! — терӗ Марчев. Стенасем ҫинче кӗвентесемпе чей ҫыххисем ҫӗклесе пыракан вӑрӑм мӑйӑхлӑ китаецсем эрешлӗн ҫыпӑҫса тӑнӑ; кашни шпалер ҫинче икшеррӗн юнашар тӑракан вунсакӑр китаец пулнӑ, вӗсен пӗр речӗ мачча патнелле хӑпарнӑ, тепри аялалла аннӑ. Эпир пӗр-пӗринпе калаҫмастпӑр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхма та тӑрӑшмастпӑр. Илтетӗн-и? Эсӗ ыран мӗн тӑвас тетӗн? Унӑн ҫулташне пӗлӳ ҫителӗклӗ. Варенька пӗр самантлӑха куҫхаршине куляннӑн кӑшт ҫӗклентерчӗ те унчченхи пекех мал еннелле лӑпкӑн пӑхрӗ. Вӑл хӑйӗн вӗҫевне хӑвӑртлатса пырать, хӑйӗн хӑрушӑ ҫӑварне уҫа-уҫа хупать, пуҫне чӗтӗретсе илет. Ҫавӑн чух хӑйӗн пурнӑҫӗ те лайӑхланассӑн туйӑнать ӑна. Вӗсем аттисемпе пирӗн кивӗ пусмасем ҫинче тӗпӗртетме пикенчӗҫ, вӗсем тӗпӗртетнипе пӗтӗм ҫурт чӗтресе кайрӗ. Халӑх суд туса айӑпланӑ Ефим Трубачевпа Батальщиков ҫырса пӗлтернӗ тӑрӑх, станцине илсе кайнӑ чухне, ҫул ҫинче, Дымок ирӗк пурнӑҫшӑн, Гремячий Лог хуторӗшӗн тунсӑхлама тытӑннӑ та тарма хӑтланнӑ. Эпӗ хам йӗнине те сисеймен иккен. — Тӑват сӑмах калас вырӑнне ҫӗр сӑмах каласа хурать. — Кӗрт-ха мана, Павел, текех ан юнтар; мӗнле намӑс мар сана? — Эсир ан пӑшӑрханӑр! — мӑкӑртатрӗ амӑшӗ. Эпӗ ун пек халӑха пӗлместӗм. Грант капитанпа икӗ матрос, ҫыран хӗрринелле пырса, (aborder) ҫӗр ҫине тухасшӑн, унта вӗсем усал индеецсен аллине тыткӑна лекеҫҫӗ. — Санӑн, Иван пичче, вӑкӑрсемпе ҫӳремелле, шыв турттармалла, факт. — Ҫитӗ сана пакӑлтатма, Марья! — Атте! — терӗ те Женя, ашшӗ чӗркуҫҫийӗ ҫинчен сиксе анса, Тимур патне чупса пычӗ. Тӳпе ҫинчен чӑн-чӑн пӗлӳ сармалли чи лайӑх мел — ҫынсене сӑнав ӗҫне хутшӑнтарни иккенне астроном питӗ лайӑх ӑнланнӑ. Уҫӑп ун ҫинелле пӑхрӗ те татах сурчӗ: — У, намӑссӑр! Полици отрячӗ, врач, вун икӗ корреспондент фотографи аппарачӗсемпе килсе ҫитрӗҫ. Килте сасартӑках йӑлтах тӗттӗмленсе ларчӗ. — «Вӑл мӗн турӗ вара?» Анчах вӑл та ҫӑвар карса тӑмарӗ, вӑл та мана ӗнсерен ҫапрӗ, манӑн ирӗксӗрех ӑна ҫӳҫӗнчен туртса юр ӑшне чикмелле пулчӗ. Его величество ман пата хӑнана пыни Флимнапшӑн мана император умӗнче куҫран ӳкерме йӳтӗм пачӗ пулӗ, тесе шутлатӑп. Е ӑна тата «кӑнтӑрла та йӑлтӑртатакан тӗссен ҫыххи» теҫҫӗ. Утмалӑх вӑйӗ пур чухне агентсем пӑрахмаҫҫӗ вӗсене. — Ку хупах хуҫи хӑҫан та пулсан пуяйрӗ-ши! — тесе ячӗ Паганель. — Мӗн, халӗ ӗнтӗ эсӗ киле каятӑн-и? Шӑп икӗ сехет ҫитсессӗн, ултӑ лаша кӳлнӗ килте тунӑ коляска картишне пырса кӗнӗ те ем-ешӗл ҫерем ҫаврашки патнелле иртсе тӑнӑ. Унтан вӑл урасем валли уйрӑм упражненисем шухӑшласа кӑларчӗ. Ырӑ… Шурӑ Кашкӑрпа Хӗрлӗ Тӑрна кӑмӑллӑн кулса пӗр-пӗрин ҫине ҫавӑрӑнса пӑхнӑ, ватӑ аслашшӗ: «Тӗрӗс, тӗрӗс, вӑхӑт ӑна вӗренме», — тесе шутланӑ. Ку тӗлӗшпе кӑнтӑр — тӗлӗнмелле аван. Эпӗ тавҫӑрса илтӗм: манӑн шыв юххи ҫыран хӗрнех пыракан тӗле тӑмалла-мӗн. Аякран:— Фрося, шыв илсе кил! — тесе шӑппӑн каланӑ сасӑ илтӗнет. Анчах Марийка тӗплӗн пӑхса тӑма ӗлкӗреймерӗ те ушкӑн куҫа курӑнсанах вӑл тепӗр урамалла чупрӗ, унтан виҫҫӗмӗшне тухрӗ. Гущин — хӑвӑн шӑллун ыйткаласа ҫӳрекен ачисене паркалатӑн-и пӑртак? Аван пурнӑҫпа пурӑнатӑн, курӑнать? — тенӗ вӑл. Ӑҫтан пӗлес, Олеся пӗтӗм чӗринчен тарӑннӑн ӗненес пулсан, типӗсене ҫирӗппӗн тытса пырсан та чиркӳ кӗллисене пӗрне сиктермесӗр ҫӳресессӗн, — шанма май пур, ун чух эпӗ, паллах, унӑн тӗнлӗхӗнчен тӑрӑхлама (анчах пӑртак ҫеҫ, мӗншӗн тесен эпӗ яланах ӗненекен ҫын пулнӑ) тата унра ӑстӑнӑн тиркешӳллӗ тишкерӳ шыравне аталантарма пултарнӑ. Анчах ку та лекмерӗ. Эсир, мужиксем, пурне те ӗненетӗр! Сире итлес-тӗк, чулсем ҫаврӑннине те, юрланине те, каҫсерен вӗсем ҫывӑхри ҫырмана шыв ӗҫме кайнине те илтме пулать. Лукашка, ушкӑн патне пырса папахине майӗпен ҫӗклерӗ те хӗрсене хирӗҫ тӑчӗ. Леш ӑҫта, хайхи нимӗҫӗ? — Пирӗн шухӑшсем пӗр пек пулаймасран хӑратӑп, — терӗ вӑл. Сад хапхи патӗнчи йывӑҫсен ҫулҫи витӗр пӗр ҫын тӑни курӑнах кайрӗ ӑна, ҫынни сарлака фескӑпа, сӑрӑ ҫӑм костюмпа. — Эсӗ астӑватӑн-и? — тесе ыйтнӑ вӑл. — Ан хӑра эсӗ… Тӗл килнӗ чух, сирӗн урлӑ аҫӑра салам калама хамӑн парӑмӑм тесе шутлатӑп!.. Палланӑ ҫын пуринчен те ҫӳлӗрех, типшӗмрех те хурарахскер, унӑн петлицисем ҫинче сержант знакӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Вӑрман ҫине нӳрӗ те ӑшӑ каҫ шуса анчӗ. Джимӑн та пурнӑҫ канлӗ пулман-мӗн. Пулас ҫӳревсенчен мӗн кӗтме пулать-ха? Макар шухӑшларӗ те килӗшрӗ. Алӑк чӗриклетсе уҫӑлчӗ те леҫник кӑштӑртатса кӗрсе тӑчӗ. Башньӑра хупӑнса ларакансем пӑшал авӑрламалли япаласем нумай тесе мухтаннӑ, анчах вӗсен ҫав япаласем сахал. Пӗтӗмӗшпе илсен, башньӑра хупӑнса ларакансен ӗҫсем тапӑнакансем шутланинчен нумай йывӑр пулнӑ. Пысӑк керменсемпе чиркӳсем, ҫамрӑк туррӑн йӗркеллӗ ыйхи пекех, ҫӑмӑл та илемлӗн лараҫҫӗ; каналсенчи шыв симӗссӗн-кӑваккӑн йӑлтӑртатнинче, пурҫӑн тӗслӗ хумсем чӑмпӑлтатмасӑр хумханнинче те, гондолӑсем сас тумасӑр ишнинче те, хулара пулакан тӳрккес сасӑсем, шакканисем, тӑнкӑртатнисем, шӑв-шавсем ҫуккинче те, халапри евӗрлех, чӗрене килентерекенни пур. Чӑнах та куҫа курӑнакан япаласене ҫеҫ мар, кунта пурӑнакан ҫынсене ҫапла каланӑ пулмалла. Николай Антоныч чӗрӗлсе ҫитсенех карчӑк кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ. Манӑн — нуша: Петра кил тытакан арӑм кирлӗ. Ҫук, Пешков, сӑмахсем чӗре патне ҫитеймеҫҫӗ. — Паян мар! Унран темиҫе утӑмра унӑн помощникӗ Гешан инҫетрине курмалли труба витӗр Париньене каякан ҫул ҫине пӑхса тӑрать. — Ҫаплах тытрӑн вара! — терӗ старик. Унта вӗсене самовар кӗтнӗ. Аптрамалла мар, ҫыннисем пурте ҫамрӑк, мансӑр пуҫне унтисем пурте хутла пӗлеҫҫӗ. Вӗреннисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн турӑм: улах вырӑнта ҫыхӑнусӑр ӗмӗтсемпе тата шухӑшсемпе йӑпанса лартӑм, тӗнчере вӑйлӑ ҫын пулас шутпа гимнастика турӑм, пӗр тӗллевсӗр-мӗнсӗр мӗнпур пӳлӗмсем тӑрӑх тата уйрӑмах хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗн коридорӗ тӑрах сулланса ҫӳрерӗм, час-часах хам ҫине тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, анчах ун патӗнчен эпӗ кашнинчех хуйха ӳксе тата хамран хам йӗрӗнсе пӑрӑна-пӑрӑна кайрӑм. Арӑмӗ: «Ҫук, килмерӗ», — тет пек. Пӳртре нимӗн ҫуккӑпа пӗрех. Пӗр кӗтесре ҫеҫ чулсенчен вучах евӗрлӗ купаласа тунӑскер тӑрать, ун ҫинче кӑмрӑк хумалли тимӗр решетке пур. Тусем ҫинчен витӗр тивекен вӗтӗ юр тустарать. Шыв кӳлленчӗкӗсем шӑна-шӑна ларнипе тротуарсем питӗ шуҫлака, ҫавӑнпа та хӑшпӗрисем кӑна асӑрхануллӑн урам варрипе иртме пултараҫҫӗ. Мӗн пулнине вӑл ҫийӗнчех ӑнланса илнӗ пек туйӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хут татӑкӗн тепӗр енче: «Пирӗн патра епле пулсан та часрах килӗр; эпӗ сире Боллӑпа паллаштарас тетӗп. — Ма? Тӗлӗнетӗп, мӗнле ку тарана ҫитсе те Англи ҫакӑн ҫине ҫаврӑнса пӑхмасть? Уйӑха пичке ӑсти, уксах ҫын тӑвать, хӑй уйӑх ҫинчен нимӗн чухлӗ те пӗлмест пулмалла. Малтанах, шалти пурнӑҫӑн ҫав тӗлӗнтермӗшле ҫӗкленӗвне пӗрремӗш хут туйса илнӗ чух, эпӗ ҫакна чӑн хавхалану хӑй пулӗ тенӗччӗ. Мӗн ку — йӗрке-и? Унӑн ҫунса тӑракан куҫӗсене курсан, хӗр пӗтӗм пӗвӗпе чӗтресе илчӗ; ҫав тери хӑрушӑ ҫын пек курӑнчӗ ӑна йӗкӗт. Капитан ӑс-тӑнлӑ ҫын пулчӗ. Эпӗ каласа панинче вӑл темиҫе хутчен те тӗрӗсмарлӑхсем тупма тӑрӑшрӗ, вара ман сӑмахсем тӗрӗсех пулнине ӗненчӗ. Сан ку капла та… ак ку ҫапла… — Дик капитан, — тавӑрчӗ Том, — манӑн юлташсем, эпӗ хам та хаваспах сирӗн матроссем пулса тӑрӑпӑр. — Ах турӑҫӑм, ытла та тӗлӗнмелле. Мӗн турӗ! Юлашки май — хаклӑ самант пулчӗ, анчах вӑл унпа усӑ курмарӗ. Пирӗн вӑйӑ ерипен малаллах шӑвать. Йӗри-тавралӑх йывӑҫ-тӗмсӗр, пурнӑҫсӑр. Кӗленчелле йӑлтӑртатакан чуллӑ тӑпра ҫийӗн, лаптак сӑрт-тӗмеске, хӑйӑр хумӗсем тӑрӑх кимӗ мӗлки кӑна вӗҫет. А эсир Лёля-и? Ҫапла вара, пире сивӗ те, йӗпе-сапа та хӑрушӑ мар. Таркӑна хӑваласа ҫитни Тепӗр миля хушши ҫаплах малалла чупнӑ. Пӳрнисем ӑна итлеми пулнӑ. Ну, эпир сирӗн ҫывӑхра тӑнӑ чух эсир те сисрӗр пулмалла пире. Сӑмах май каласан, ытти тӗлӗшӗпе Софрон та, Аркадий Павлыч та, ҫӗнӗ йӗркесенчен ютшӑнсах каймаҫҫӗ. «Атте, туйне хӑҫан тумалла?» ыйтрӗ Левко. Эпӗ сана арҫын пулӗ терӗм, эсӗ ача кӑна иккен-ха, сана юлан утпа ҫӳреме ытла ир… Тӗлӗкӗнче те ӑна йывӑр та кансӗр пулчӗ. Ҫапла-и? — Мӗнле-ха апла, хӗрне курмасӑрах-и? Ывӑннипе, шӑрӑх пирки тата карапа пӑрахса хӑварнӑ чух ҫур пинта эрех ӗҫнӗрен мана ыйхӑ пусса килчӗ. — Сирӗн хӗр? — терӗ вӑл. Ҫапла вӑл, ырӑ ҫыннӑм! Фома, пичӗ ҫине сасартӑк хӗвел пырса ҫапӑннӑ пек, куҫне хупса илнӗ, унтан, пуҫне сулкаласа, пӗтӗм сасӑпа: — Тӗрӗс! Сирӗн сӑмахӑрсем мана хӑсас килтереҫҫӗ. — Эсӗ ӗлкӗрейместӗн вӗт! — терӗ амӑшӗ, Джонни вӑранайман пулӗ-ха тесе. Анчах ҫак ырӑ мар шӑплӑх нумая пымарӗ, — алкумӗнчен кӗтмен ҫӗртен такам хытӑ сасӑ пачӗ: — Кам ҫӳрет-ҫак ҫӗр хута? «Ваше высокоблагороди! — тенӗ старик малалла, — пӗр пулнӑ ӗҫе каялла сӳтме ҫук ӗнтӗ; парса ярӑр хуть мана мӗскӗн Дунӑна. Хамӑр мӗлкене хураллатпӑр… Васкас пулать, атту мӗнле те пулсан ир тӑракан хӗрарӑм ӗне сума тухӗ те мана курӗ, вара, шыв ҫинчи хум пек, хутор тӑрӑх сӑмах сарӑлӗ: «Разметнова шурӑмпуҫ кӑларса пӑрахнӑ! Хутлатса лартнӑ, ҫапла-и? «Мӗнле шухӑшлатӑр, Максим Максимыч! — терӗ вӑл мана, парнисене кӑтартса. Вӗсенчен пӗрин ҫинче пӗтӗмпех бинтласа пӗтернӗ, тин ҫеҫ ҫуралса кипкепе чӗркесе хунӑ ача пек курӑнакан аманнӑ ҫын выртнӑ. Пӗрре Катя вӑхӑта тӑсрӗ, тепре эпӗ хам. Акӑ пуҫтарӑнса ҫитрӗмӗр, каятпӑр — анчах ярӑнма ӑнӑҫсӑр пуҫласа ятӑмӑр. Никита ашшӗн вилтӑприпе сывпуллашма масар ҫине кӗчӗ, вилтӑпри умне чӗркуҫленсе ларчӗ те, кӗлтумасӑрах, шухӑша кайрӗ, — ак епле ҫаврӑнса кайрӗ пурнӑҫ! Самарканд обсерваторинче приборсемсӗр сӑнанӑ пулин те, вӗсем мӗн сӑнани тӗрӗс пулнӑ. — Эс чиркӳрен хӑратӑн-и, Олеся? — тепӗр хут ыйтрӑм эпӗ. Вӑл каллех тӑнне ҫухатрӗ. Элен ӑна каютӑна илсе кайрӗ. Ҫил лӑпланчӗ, ҫӑра юр ӑшне пытанчӗ. Мӗнпурри ҫап-ҫутӑ пулса кайрӗ. «Хут татки шухӑшӗ мар халь, ачам! Этем сӗм авалтанпах ҫӗр ӗҫӗпе те выльӑх ӗрчетес ӗҫпе пурӑнать. Пуринчен ытла курайманлӑхчӗ ӗнтӗ. Нумай пулать ӗнтӗ сире курманни. — Эпӗ малтан ҫавӑн пек шухӑшларӑм, анчах тӗрмери врач вӑл ӳкнӗ йӗрсем пӗртте ҫук, тет. — Ав эсир, фабрикӑра ӗҫлетӗр иккен! — Акӑ мӗнле?! — Чӗлхе вӑйлӑ кастарать санӑн, — ирӗксӗрех йӑл кулса каларӗ Давыдов. Чӳрече ҫумне темскерле, тӑшман сыхланӑ пек, ҫӑра тӗттӗм пырса йӑпшӑнчӗ. Татах отделенири боецсем пырса тӑчӗҫ: Мартьянов, Вольных, Глухань. Степан… Володя тарӑннӑн сывласа илчӗ те пиччӗшӗнчен кӑшт аяккарах пӑрӑнса тӑчӗ. Сасартӑк эпӗ:— Чимӗр-ха, эсрелӗсем! тӑхтӑр!.. — тесе кӑшкӑрнине илтрӗм. Анчах Денни паллӑ боксер. Лёля асаплӑн хӗрелсе кайрӗ, шывланнӑ куҫӗсене Павелтан пытарчӗ. Хаклах ыйтмастӑн пулсан — питех хирӗҫ пулакан мар вӑл… Вӑл икӗ хутлӑ кӑвакрах дача калинккине уҫрӗ те сукмак тӑрӑх крыльца патнелле утрӗ. — Эпӗ санӑн пулсан, сан турру та — манӑн турӑ! Халӗ ун пек ҫынсем пӗрре те ҫук — чӑн калатӑп сана; унӑн аллине ҫурӑмӗ хыҫнелле ҫыхса лартсассӑн, вӑл тепӗр аллипе кирек кама та… — Ҫак япаларан нимӗн те тухас ҫук, — тетчӗ капитан доктор Ливсине. — Есть! — васкамасӑр аллине козырёк патне тытрӗ Юргин. Юри тенӗ пекех, Дымов ҫав вӑхӑтра лав ҫинчен анса пусӑ патне пыракан Егорушкӑна курчӗ; вӑл хыттӑн кулса ячӗ те:— Атьсем, ҫӗрле мучи арҫын ача ҫуратса панӑ! — тесе кӑшкӑрчӗ. Осип Чернышева ҫӗлӗкпе алса пачӗҫ. Философсем пысӑк тата пӗчӗк ӑнлавсем вӗсем улшӑнма пултаракан ӑнлавсем тесе калани, паллах, тӗрӗс ӗнтӗ. Юнашарах вӑл хӗрӗн уттине илтет, чунӗ ыратни те ерипенех лӑпланать, урӑх туйӑмсем ҫуралаҫҫӗ ун чӗринче. Хӗрлӗармеец пакет кӑларчӗ: — Гараев юлташ-и? — ыйтрӗ вӑл. Вӑл ҫӑмӑл урапа патне утса ҫитрӗ. Вӑл эсир тӑрӑшмалӑх ӗҫленӗ, уншӑн вӑй хума тивӗҫ. — Унӑн сана ҫапла каламаллаччӗ: «Эх, Устин, Устин, кулак хӳрешки вӗт эсӗ! — Эх, вӑрҫӑ! — йывӑррӑн сывласа илсе, хыттӑнах каларӗ Ерофей Кузьмич. Пӑтранчӑк шӗвеке кофе теме те пулать. Эпӗ сире вырӑс тесе шутлама пултараймастӑп. — Эпӗ, — терӗ Тихон, пилӗк пӳрнипе чей чашки тытса лараканскер. Аслӑ та хӑватлӑ ҫутҫанталӑк суккӑршӑн та сӗм тӗттӗмех юлман. Пӗр-пӗринчен, пӗтӗм хӗрарӑмран, арҫынран тата ача-пӑчаран кӳлешсе, хӑйӗнчен хӑйне те пулин кӗвӗҫсе, майра-патшана Изидӑран нумайрах пуҫҫапнӑ вӗсем, пылак та хаяр тертсен нихӑҫан пӗтми вутла ҫӑлкуҫӗ вырӑнне хурса, юратнӑ хушӑрах курайман ӑна. Темиҫе утӑмран Гусев чул плитаран лексе такӑнчӗ, ун ҫине тимӗр канат татӑкӗллӗ пысӑк, бронза ункӑ пӑрса кӗртнӗ. Танк ӑна тӗшӗрсе ӳкерчӗ — ҫав секундрах сывлӑш хумӗ Матвей Юргина аяккалла ҫапрӗ ӳкерчӗ, хӑлха чиккинчен йывӑр чышкӑпа янклаттарса янӑ пекех туйӑнчӗ. Тоня авӑнчӑк хӑва тӗмӗ ҫийӗнчен пӗшкӗнсе, аллисемпе хӑва ҫулҫисене сирсе пӑхрӗ те хӑва айӗнче хӗвелпе пиҫнӗ, йӗмпӗҫҫисене чӗркуҫҫийӗнчен ҫӳлелле тавӑрса янӑ ача ларнине курах кайрӗ. Елена хӑраса ӳкнӗ сӑнлӑ, шуранка; ҫамки ҫине, куҫхаршисем: хушшине, икӗ пӗркеленчӗк йӗр тухнӑ: вӗсем унӑн хускалман куҫӗсене тимлӗхлӗ сӑн парса тӑраҫҫӗ. Пӗррехинче эпӗ кун пирки вӑрманта чылай шухӑшласа лартӑм. — Мӗн тӑватӑп-ха эпӗ, ватсупнӑ ухмах, trenetico? — Ҫапла ҫав, — сас пачӗ те старик, ҫурт кӗтесси хыҫнелле пӑхса хуллен кӑна шӑхӑрса илчӗ. Дик Сэнд стенана тепӗр ҫӗрте шӑтарнӑ вӑхӑтра Бенедикт пичче сасси илтӗнсе кайрӗ: — Акӑ мӗн иккен! Халӗ пурте ӑнланмалла! — Эс куна шухӑшласа кӑларнӑ! Ачасене ҫавӑн пек ҫӗре хӗтӗртсе яма юрать-и вара… Мистер Дэнсӑн сӑра ӗҫес пулать. — Ҫитет паврама, Джон Сильвер, — терӗ вӑл. Ку анне иккенне ӗненсе ҫитсен, хӑранипе шартах сикрӗм; анчах мӗншӗн-ха хупӑ куҫӗсем ҫакнашкал путса кӗнӗ? Типӗ ҫырмасенче темӗн чухлӗ ӳсекен нардуна ҫӑкӑр вырӑнне ҫиме пуҫларӑмӑр. Маншӑн ку хыпар ҫӗнӗ мар. Ҫӑрттан ун умӗпе мӑнаҫлӑн утса иртсе пынӑ чух вӑл шатраллӑ питне чалӑштарчӗ те усал хыпар пӗлтернӗ чухнехи пек пӑшӑлтатса:— Ну, шалчу тулчӗ санӑн, старик… Атя, сывпуллашар! — терӗ. Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ ырӑ урхамах ҫине утланса лартӑм. Савельич выльӑх апачӗ ҫук пирки пӗр хула ҫынни ахалех панӑ ырхан та уксах лаша ҫине утланчӗ. Сасартӑк вӑл, келеткине кӗтмен ҫӗртенех сулахаялла хӑвӑрттӑн та меллӗн авӑнтарса, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ. Ҫав кунах, кӑнтӑрла иртсен, хӗрарӑмсем упа какайне йӑтса килнӗ. Куна амӑшӗ ӑнланать, мӗншӗн тесен усалланса ҫӑткӑнланассинчен хӑтӑлнӑ ҫынсене вӑл пӗлет, ҫавӑн пек ҫынсем ытларах пулсан — пурнӑҫӑн тӗттӗм те хӑрушӑ сӑн-сӑпачӗ кӑмӑллӑрах та уҫӑрах, ырӑрах та ҫутӑрах пулассине те ӑнланать. Херасков. Лукашкӑпа пулнӑ ӗҫ ӑна савӑнтарма пӑрахмарӗ. Чӑтлӑхран сасартӑк Ярмола та ним сассӑр тухса тӑчӗ. — Корчагин, — терӗ Лиза сасартӑках. Анчах ниепле те чӗлхем ҫаврӑнмарӗ, мур илесшӗ, эпӗ вара: «Ҫук, пулмарӗ, тесе ҫеҫ хутӑм. Абрек ҫинчен йӑлтах ӑнланчӗ. Сен-Жером та пирӗн пата килчӗ, вӑл хӑйӗн ӗҫне туса ҫитерни, ӑна лайӑх тунӑ-и вӑл, начар-и, хӑй мӗн тума пултарнине йӑлтах туни, ыран хӑйӗн графӗ патне куҫасси ҫинчен питӗ хӑпартланса каларӗ. — Унӑн банди те, пире тапӑнмашкӑн вӑйлӑрах самант кӗтсе, Вимеррӑран тытӑнсах пирӗн хыҫҫӑн йӗрлесе ҫӳренӗ? Пуҫ ҫинченех пӗркентӗм те куклентӗм, ҫумӑр иртсе ҫанталӑк уҫӑласса тем пекех кӗтетӗп. Марья Ивановна унӑн аллине юлать! Хӑйне тӑрӑ шыв ҫине кӑларакан япаласенчен ҫакнашкал лайӑх хӑтӑлнишӗн савӑннӑ Ҫӑрттан мучи, ир тӑрсан Куприяновна хӑй пушмакӗ юмахри пек ҫухалнинчен епле тӗлӗнсе каясси ҫинчен шутласа, йӑл кулса илчӗ. Бенедикт пичче вара чӑн-чӑн термит пек пӗр вӑранми ҫывӑрчӗ. Тӑван мар аттене ӳкӗтлесе тӑнӑ вӑхӑтра Сковородников, аттине юриех хытӑ шаклаттарса, тухса кайрӗ. Йӗпе-сапа аптӑратмасть, шӑрӑххине те аванах тӳсме пулать. Ҫапла каларӗ те, ҫапах та тем пирки кӑмӑлсӑр пулса, тухса кайрӗ. Уэлдон миссис Дик Сэнд патне пычӗ. Ку ҫынсен купи иккен; ҫак ҫынсем пурте вилӗ. — Тульккӗ астӑвӑр, калаҫса татӑлни укҫаран хаклӑрах: хӑвӑра мӗн-тӗр кӑмӑла каймасан та, ҫилленмелле мар. «Лури те чӗрех, — тесе хӗпӗртесе шухӑшларӑм эпӗ, — хамӑр питӗ чаплӑн ҫӗнтерсе тухрӑмӑр, урӑхла пулма та пултараймасть. Анчах та ҫавсем пӗтӗмпех мӗн тума кирлӗ пулнӑ? Унтан ҫырӑва, сывлӑшра шурӑ ялава сулкаланӑ пек, сулкалать. — Е эсӗ пур сволочсемпе те явӑҫатӑн пулсан, манӑн ҫуртра сан уру та пулас ҫук. Пурпӗрех уйрӑмлӑхӗ пысӑках мар. Каҫхи тӳпе ҫине пӑхатӑн та шухӑшлатӑн: ун ҫинчи пӗтӗм ҫӑлтӑрсене шутласа тухма май ҫук, тетӗн. — Луччӗ ӗлӗк ялан ҫӳренӗ пек… ҫерле килес пулать… апла шанчӑкпӑрах пулать. Вӗсем Каштанкӑпа иккӗш кӑмӑллӑн пӗр-пӗрин сӑмсинчен шӑршлаҫҫӗ те урамалла чупса каяҫҫӗ… Эпӗ кукамай кресли патне хуллен утса пытӑм та, ун мантильине кӑштах сӗртӗнсе, шӑппӑн:— Кукамай! Мӗн тумалла-ха? — Аслӑ-и? Вӗсен калаҫӑвӗ мана Англире йытӑсемпе ӗнесем е гуигнгнмсен ҫӗршывӗнче ехусен калаҫма пултарасси пекех тӗлӗнтерсе ячӗ. — Эй, староста, кил-ха кунта! Осадчий, кӗреке пуҫӗнче пӗр-пӗччен ларнӑскер, ҫӗкленчӗ те чӗркуҫленсе тӑчӗ. Хӑсрӑм пулас эпӗ, те хӑсмарӑм та-ши. Чунӑмҫӑм… Кольхаун та ӗҫрен аяккалла пӑрӑннӑ. Никитӑшӑн арестлеме килчӗ пулӗ-ха, йӗрлесе пӗлнех пулать, тӑшман». Ҫапах та эсир вӑл килсен мана пӗлтерӗр-ха, — тесе хушса хучӗ Елена, унтан калаҫӑва урӑх сӑмах ҫине куҫарма хӑтланса пӑхрӗ; анчах калаҫу текех майлашмарӗ. M-r Lejeune вӗсем сӗннине йышӑнасшӑн пулман, хӑй майӗпе вӑл Смоленск хресченӗсене хӑйне Орлеана ямашкӑн французла ӳкӗтленӗ. Ман ҫумри ҫитӗннӗ ҫынна тӑллине ҫурмалла хуҫса туртса кайрӗ. Ой, мӗн туса хутӑн?.. Кӗнеке вӑл — господасен ӗҫӗ, уншӑн ответне те вӗсеннех тытмалла… Эпӗ хамӑн иртнӗ пурнӑҫа тата мӗн-мӗн чӑтса ирттернине йӑлтах каласа парам. Унччен ӑҫта пулнӑ-ха эсӗ? Пӗртен-пӗр ывӑлӗ, пӗртен-пӗр шӑлнӗ кӗтмен ҫӗртен вилни ашшӗне те, хӗрне те пит хытӑ ҫапса хуҫнӑ; вӑл вилни пирки урӑх ӗнтӗ никам та иккӗленекен ҫук. Урапасем кӳлчӗҫ. Апла пулин те эпӗ ҫаплах, ӗмӗтсемпе йӑпанса, ним тумасӑр, чӳрече ҫинче вӑрах ларатӑп. — Ҫук, ҫук. Вӗсен тусӗ, тахҫан юрӑҫӑ пулнӑ тарҫӑ, повар ӗҫне те туса пынӑ. «Хаклӑ Тоня! Макар стаканри шыва пӗр сывламасӑр ӗҫсе ячӗ; сывлӑшне ҫавӑрса илчӗ те калама тытӑнчӗ: — Самохин каланисене эпӗ йышӑнатӑп. Тӳрех пӑшал сасси илтӗннӗ ҫӗрелле вӗҫтертӗмӗр; пӑхатпӑр: вӑл патне пуҫтарӑннӑ салтаксем пире уялла кӑтартаҫҫӗ, уйра пӗр юлан ут ут-вӗттин вӗҫтерсе пырать, йӗнерӗ ҫине темле шурӑ япала хунӑ. Тоня, тумланса, уҫӑлса ҫӳреме тухса кайма тӑнӑччӗ, амӑшӗ унӑн пӳлӗмӗ алӑкне кӑшт уҫрӗ те:— Тонечка, сан пата хӑна килнӗ, кӗртме юрать-и? — тесе ыйтрӗ. — Кам тытса пырать вара халь карапа? — сӗмсӗррӗн ыйтрӗ Негоро. — Мӗн хӑтланатӑр эсир? Кирек ӑҫта кайсан та, кунтан инҫерех пуласчӗ. Унта пурнӑҫ кӑмӑла каймасан, вӑл урӑх ҫӗре кайма пултарать. Вӑл укҫа енчӗкне кӑларса пӑхрӗ. Ӗҫмелли шывран та катӑк мар. Тухса каяканнине кӗрӗкпе ӑшӑ, пӑчӑ пек туйӑнчӗ. Чудак! Ухмах ан пул, унсӑрӑн каллех мӗнле чир иккенне тавҫӑрса илеҫҫӗ. — Ну мӗнех вара — турӑ пулӑштӑр! Вӑл серб ҫынниччӗ, ҫапла иккенне ятӗнчен те пӗлме пулать. Вилнӗ-и апла вӑл? Карчӑкна нумай вӑхӑтлӑха хӑварма та юрамасть сана, унӑн ватлӑхне шеллес пулать… — Эппин, тухас ҫула! — терӗ Негоро. — Кам сӳпӗлтетет кунта? Эрехпе сутӑ тӑвакансем урамрах «эмигрантла эрех» сутаҫҫӗ. Ту тӑрри сулахай борт енче, карапран пӗр вунӑ мильӑра. Унӑн хӑйӗн кирлӗрех ӗҫӗсем пур. Протестантсем пирки сӑмах хускалсан, эсир кирек хӑҫан та ҫилленетӗр. Кондрат ӗнипе вӑкӑрӗсене картаран хӳтерсе кӑларчӗ, лашине ыталаса лӑпкарӗ, юханшыв хӗрринелле хӑваласа кайрӗ. Ҫапах та, мӗнле ҫыхӑну пулнине никам та ӑнланса илеймен. Вӑл ҫаплах тӗлӗрсе ларчӗ-ха; Мучи ҫул тӑршшӗпех ахлатса, ассӑн сывласа пычӗ. Ӑшшӑн кӗлтунӑ чух хӑйӗн хуйхи ҫинчен турра шанса каласа, вӑл йӑпану шыранӑ, ӑна тупнӑ та; чунӗ ытти ҫынсенни пекех тӑвӑлса килнӗ самантсенче куҫҫуль юхтарни тата чӗрӗ чун хӗрхенни чи лайӑх йӑпату пулнӑ вӑхӑтра, вӑл хӑйӗн вырӑнӗ ҫине пӗчӗк йыттине тытса хунӑ (лешӗ чакӑр куҫӗпе ун ҫине пӑхса, аллисене ҫуланӑ), унпа калаҫнӑ, ӑна ачашланӑ май шӑппӑн йӗнӗ те. Мӗн эсӗ Дон ҫинчен те, тинӗс ҫинчен те сӗтӗрттеретӗн? Вӑл куҫне уҫма тӑрӑшать; анчах куҫ хупанки ытла та йывӑр, уҫма вӑй ҫитеймест. Уҫӑлакан алӑк шавне хирӗҫ вӑл ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Эпӗ хам ӗҫпе аппаланатӑп. Полк каҫ пуличченех 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳре ларчӗ. Нумай пулмасть хӑш-пӗр пассажирсем яхта ҫинче пӗр уйӑх хушши пулмарӗҫ, — халӗ кун ҫинчен асӑнмалӑх нимӗн те тӑрса юлман. Юлашкинчен вӑта ҫӗрти ретре ларакан казак, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, тӑчӗ. Вӑл хура кӗске кӗрӗкне йӳле янӑ. Сӑмах пама ыйтрӗ. Юлашкинчен, Саша кухняран сиккипе чупса тухса карӗ, эпӗ ним тума пӗлмесӗр, чӳрече патне, ҫутӑ ҫӗре кайса хӗсӗнсе тӑтӑм. Ҫав мӗнпур сӑлтавсене пула Мартини питех те салху пулчӗ, ҫавӑнпа та доктор Риккардо: Риварес килчӗ-и тесе ыйтсан, Мартини ҫилленсе:— Ҫук, вӑл интереслӗреххине тупнӑ пулас та килме пултараймасть — тӗрӗсрех каласан — килесшӗн мар, — терӗ. Анчах вӗсем чӑн та чирлӗ пулнине тата аташнине пӗлсен, эпӗ хамӑн пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх ҫитессине пӑхмасӑрах вӗсем патне кайса, врач пулӑшӑвне парӑттӑм, — терӗ вӑл. Люба та савӑнӑҫлӑн, телейлӗн кулса илнӗ, стакана тытса, тӑрӑшуллӑн ҫӑва пуҫланӑ. Никамран пулӑшу килессине ӗмӗтленме те ҫуккине пӗлсе, хама ҫӑлас тесе эпӗ пӗлӗтрен пулӑшу ыйтма шухӑшларӑм. Т. хулинчех юлнӑ пулсан аванрах пулмасчӗ-ши мана хам тусӑмпа, Наташӑпа, вӑхӑт ирттернӗ пулӑттӑм… Чӗнетӗп ӑна эпӗ. — Вӑл тухса кайрӗ. Прощай Джим. Яшӑпа калаҫкаласан, завхоз хӑйӗн туйипе килсе кӗнӗ чухнехинчен те хытӑрах таклаттаркаласа, тухса кайнӑ. Пӗррехинче мана та ҫавнашкал ыйту парса пӑхрӗ: мӗн шутлатӑн эсӗ, Меджи, илейӗп-ши, илеймӗп-ши, тет. Ҫакӑнпа кӑмӑллӑ пулса, старик строительствӑна пӑрахса каймастӑп, тесе сӑмах пачӗ. Ҫара касса, татса хӑварма, унӑн ҫулне пӳлсе лартма май ҫук, мӗншӗн тесен йӗри-тавра вырӑн яланах нумай, кирек ӑҫта та ҫӗнӗ ҫул тупма пулать, тата ним курми тӗттӗм ҫӗрсем те пулаҫҫӗ. — Ку нимӗнех те мар. Эсӗ хӑвӑртрах сывласа хӑвӑн ӳпкӳсенчи сывлӑша часрах улшӑнтарса тӑрсан, нимӗн ыратнине те туймӑн. — Мана-и? «Ӳсӗрсем шӑнса вилеҫҫӗ, теҫҫӗ, — тесе шухӑшласа янӑ вӑл, — эпӗ ӗҫнӗ тата», — тенӗ. Анчах аялти хута йышӑнса илнипе кӑна атака пӗтмест-ха: тата ҫӳлти пилӗк хутне туртса илмелли юлать. Батарея пӗтӗмпех ун-кун куҫкала пуҫларӗ. — Эсӗ паян салху кӑмӑллӑ, Евгений. Вӑл кӗрсенех унӑн кашни хускануне асӑрхама тытӑнтӑм. Пӗррехинче, вӑл хресченсене часах ирӗке кӑларасси ҫинчен, прогресс ҫинчен калаҫса ывӑлӗн кӑмӑлне уҫса ярасшӑн пулчӗ, анчах лешӗ, нимӗн пулман пек, ҫапла каласа хучӗ: «Ӗнер эпӗ хӳме ҫумӗпе пынӑ чухне хресчен ачисем, мӗнле те пулин авалхи юрӑ вырӑнне, пырӗсем ҫурӑлас пек: «Вӑхӑт ҫитет пулмалла, чӗрере юрату ҫӗкленет», тесе юрлаҫҫӗ — акӑ сана прогресс». — Ну, ун пеккисем ытти бригадӑсенче те ҫителӗклех, анчах виҫҫӗмӗш бригадӑра вӗсем ытларах. — Чӑнах-и? Икӗ сехетрен император хӑйӗн кил-ҫуртӗнчисемпе ман патран кайрӗ те, мана чарусӑр ҫынсенчен, ман пата ҫывӑхах ҫине тӑрса хӗсӗнсе кӗме тӑрӑшакан хура халӑх мӗн те пулсан усал тӑвасран сыхлама вӑйлӑ хурал тӑратса хӑварчӗҫ. Эпӗ хам ҫурт патӗнче ларнӑ хушӑра хӑшӗсем намӑссӑрланса ман ҫине темиҫе ҫӗмрен те ярса пӑхрӗҫ. — Вӑрҫма хатӗрленӗр, — терӗ Дубровский. — Йӗксӗк тесен йӗксӗк!.. Анчах акӑ темиҫе каҫ ӗнтӗ вӑл темӗнле тӗлӗнмелле хитре туйӑмсемпе ҫывӑрса каять те тепӗр кунне ҫавӑн ҫинчен ниепле те тӗплӗн аса илме пултараймасть. — Хӑвӑра хӑвӑр ҫавӑн пек калаҫнисемпе мар, урӑххипе питлес пулать, — терӗ Воропаев, сӑмахне малалла тӑсасшӑн пулса, анчах Ступина ӑна тӗлӗнмелле ҫемҫен те ачашшӑн пӳлсе хучӗ: — Алексей Вениаминыч, ӑна питӗ йывӑр… Ав, тул ҫутӑлса килет, часах сире вӑратма килӗҫ, хӗр кӗпине ҫынсене кӑтартас пулать, пурте курччӑр: ман хӗре — никам та пӑсман! — Атту — шыва кӗнӗ те анса кайнӑ пулӗ? — тетчӗҫ. Виҫҫӗмӗш кун каҫхине карцера, халӗ ӗнтӗ салтакпа пӗрле пынӑ надзиратель кӗрсен, Артур куҫсене хӑнӑхман ҫутӑран хупласа, вӗсем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Ҫав вилӗм шӑтӑкӗнче миҫе сехет, кун е эрне ларнине шутласа кӑларасчӗ тесе вӑл кӑлӑхах тӑрӑшрӗ. — Айта, яра пар, Паганель, — терӗ ӑна хавхалантарас шутпа майор. Ӗнтӗ пӗтӗм ҫурт лӑпланнӑ пулӗ, пичче ҫывӑрать, Марта столовӑйра савӑт-сапа тирпейлет пулӗ, тесе шухӑшлатӑп. — Хамӑрӑннисем… пулма кирлӗ… Падди О'Мур хӑй калавне пӗтерсен лӑпланчӗ. Ахӑрнех, вӑл вӗсен калавне татах итлес терӗ пулӗ. Корольпе пӗрле ҫӳревсене кайсан та, вӑл аякках каймастчӗ, его величество таврӑнасса кӗтсе тӑратчӗ. — Хӑямат пуканӗсем! — тесе мӑкӑртатса илчӗ вӑл, хӑйне ларма лайӑх мар пулнипе кӑмӑлсӑрланса. — Тен, унта та кунти пекех?» — Курӑпӑр! — Анчах мӗнле хӗрарӑм пирки-ха, эпӗ ӑнланса илейместӗп. Полозов айккинелле пӑхса илчӗ. Кама хамӑн ӗҫӗме вилес умӗн парса хӑварӑп? Вӑл ҫул Каса-дель-Корво гасиенди ҫумӗнчен Леона леш енӗпе каякан ҫул пулнӑ. Госпитале пынӑ кунхинех вӑл Камышинран пынӑ ҫырӑва вуланӑ. Тимӗрҫе курсан пурте, ун ҫине пӑхса илес шухӑшпа, самантлӑха чарӑнаҫҫӗ те вара каллех хӑйсен ҫулӗпе каяҫҫӗ; тимӗрҫӗ ҫаплах вӗҫет, ак ӗнтӗ ун куҫӗ умне сасартӑк йӑлтӑр та ялтӑр йӑлкӑшакан Петербург тухса тӑчӗ (ҫак вӑхӑтра унта, тем сӑлтавпа-ҫке, иллюминаци пулнӑ). Вӑл хӗреле-хӗреле кайрӗ, тата ӑна пуринчен ытла Марьянкӑна аван мар пулнӑ пек туйӑнчӗ. Ӑна ҫак куҫлӑх тӑхӑннӑ, ялӑнах лӑпкӑ, никама тиркемен пӗчӗк карчӑкӑн хаярлӑхӗ тӗлӗнтерсе ячӗ, унӑн сӑмахӗсем чӗререн, пӗтӗм кӑмӑлтан тухни сисӗнчӗ. — Малалла калӑр, Айртон, — терӗ Гленарван. Мӗн пур пек хурансенче, чейниксенче, мотора хута яма тесе, шыв вӗрет. Мӗне кирлӗ, тепӗр тесен? Турттарса пынӑ вунтӑватӑ михӗрен Демка улттӑшне пӑрахӑҫларӗ. — Эс, мучи, нимӗн те курмарӑн, эпӗ ак тискер кайӑка вӗлертӗм, — терӗ Лукашка, курокне янӑ май ӗненмелле мар лӑпкӑн кӑна ура ҫине тӑрса. Вӑл ун чухне студент пулнӑ. Темиҫе ҫын Рыбина ҫӗртен ҫӗклесе тӑратрӗ, сотскисем каллех унӑн аллине ҫыхасшӑн пулчӗҫ. Унӑн ӳтне сисӗни-сисӗнми сивӗ шӑнтасшӑн. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи тӑватӑ ҫул ӑна пӗртте улӑштарман, темелле. «Шкул ачи евӗр, ураран ҫыхса хунӑ ача пек, ларатӑп акӑ халь эпӗ, — пӳлӗм тӑрӑх сӗнкӗртетсе ҫӳренӗ май, шухӑшларӗ Ромашов. — Шӑл тухтӑрӗ патӗнчи пекех. — Ҫакӑнта, вӑрманта, епле тытам-ха эпӗ ӑна? Ак хайхи пӗррехинче Казбич пычӗ те, такасем тата пыл кирлӗ мар-и сире, тесе ыйтрӗ; эпӗ ӑна тепӗр кун илсе килме каласа ятӑм. Вӑл унта нумай тӑмарӗ, анчах тухнӑ чухне ӗсӗклесе йӗнӗрен хулпуҫҫийӗсем туртӑна-туртӑна илчӗҫ. Амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене ҫапла чӗннине вӗсем каламасан пӗлмеҫҫӗ пуль ӗнтӗ! — Салтак! — терӗ Весовщиков каллех. Акӑ эп хуйхӑратӑп… кичем те пушӑ ман пурнӑҫӑм… пушӑ! Анчах, вӑй-халӗ унӑн нумайлӑхах ҫитеймен. Манса кайрӑм, — тесе кӑшкӑрса каларӗ ӑна Исидора. — Ан пӑшӑрханӑр. — Ой, унта пит лайӑх-ҫке! — ассӑн сывласа илетчӗ вӑл. Эпӗ Словакири Тисо квислингӑн пӗр сотрудникне куртӑм, вӑл Словаки партизанӗсем ҫинчен тата словаксемпе пӗрле алла аллӑн тытӑнса ҫапӑҫнӑ пирӗн вырӑс ҫыннисем ҫинчен хавасланса каласа парать. — Сан аппу-и вӑл? — Женьӑна ҫаннинчен кӑрт туртса ыйтрӗ Коля Колокольчиков. Женя чӗнмерӗ. Ҫуталас умӗн, аялта, ҫыран патӗнче, мотор ӗҫлеме пуҫлать те, Рыбальченко подполковникӑн «Паллади», тӗтӗм мӑкӑрлантарса чашлата-чашлата, тинӗсе тухать. Анчах ҫакна Воропаев хӑй выртакан вырӑнтан курма пултараймасть. Хӑйӗнче пурнӑҫра пӗрремӗш хут килсе тухнӑ темӗнле ҫӗнӗ туйӑм пуррине Андрей: татах та ытларах сиссе илчӗ. Эпир провал патне ҫитрӗмӗр; хӗрарӑмсем хӑйсен кавалерӗсенчен уйрӑлчӗҫ, анчах вӑл ман алла ҫапах вӗҫертмерӗ. — Эпир ахаль те кая юлтӑмӑр ӗнтӗ. Ҫак эпир асӑнакан дворянин, вӑрӑ-хурах Перерепенко вара хӑйӗн выльӑхла ӗҫӗсемпе те ятлаҫассипе пӗтӗм йӑхӗнчен ирттерет, ырӑ ӗҫсем тунӑ пек кӑтартса, вӑл калама ҫук илӗртмӗшле хӑтланать. Райком пайӗсенчи шав шӑпланать. Эпир, сывӑ куҫлисем, чун-чӗре хусканӑвӗсене питрен пӑхсах сисетпӗр, ҫавна пулах хамӑрӑн ӑшри хусканусене пытарма вӗренетпӗр. Ахӑртнех Бен Ганн хӗрсе ҫунакан вут ҫинче хӑйне валли каҫхи апат пӗҫерет пулӗ тесе шутласа, хам ӑшӑмра вӑл сыхлӑхлӑ пулманнинчен тӗлӗнсе илтӗм. — Мӗн тумалла-ха вара пирӗн? — ыйтрӗ Том. — Ларма вӑхӑт ҫук ман! — никам ҫине пӑхмасӑр каласа хучӗ Ерофей Кузьмич. Павелӑн чӳречене уҫмалла. Каяс мар-ши поезд патне? Алӑк уҫӑлсанах, пӳлӗме сивӗ сывлӑш кӗрсе тулсан, каллех куҫне уҫса пӑхать. Давыдов малтан ҫине тӑрсах вак-тӗвек выльӑхсемпе чӑх-чӗпсене пӗрлештерессине хирӗҫлерӗ, анчах Нагульнов татӑклӑнах ҫапла каласа хучӗ: колхозниксен пухӑвӗнче килте усракан пӗтӗм чӗрчунсене пӗрлештересси ҫинчен решени йышӑнтармасан, ҫураки туса ирттересси пӑчланса ларать, мӗншӗн тесен пӗтӗм выльӑх-чӗрлӗхе тата ҫакӑнпа пӗрлех чӑх-чӗпсене те пусса пӗтереҫҫӗ, терӗ. Кунта иртсе каймалла мар чӑтлӑхсем те, ӗмӗрне ҫын ури пырса кӗмен вырӑнсем те ҫук, вутпа та тимӗрпе ҫул хурса пымалли вырӑнсене те, йывӑҫ вуллисем ҫаплипех йӑванса выртнисене те, таҫта ҫитиччен тӑсӑлса ҫыхланса ӳсекен курӑксемпе витӗннӗ ҫӗрсене те кураймастӑн. Акӑ, аллея пӗтрӗ. Вӗсем паркран тухрӗҫ те, кӑваккӑн курӑнакан йӗпе курӑк тӑрӑх кӳлӗ патнелле кайрӗҫ. — Манӑн аппам мӗнле? — терӗ Роберт та. Каленик кӑштах ҫӗкленме хӑтланса пӑхрӗ, анчах темскерле ҫӗнтерейми вӑй ӑна вырӑнӗнчен тӑма памарӗ. Анчах эпӗ йӑнӑшмарӑм-ши? Экипажсем хушшинче, яланхи пекех, тӑкӑс, ниҫта юрӑхсӑр тӗксӗм сӑнпалан, Лещенко штабс-капитан тӗпӗртеткелесе тӑратчӗ, Ромашов вӑл пуррине малтан асӑрхаманччӗ те, ҫавскере нихӑшӗ те хӑйпе пӗрле фаэтона илесшӗн мар-мӗн. Лайӑх тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн Амстердам утравӗсене те аяккине хӑварчӗҫ. — Аллусем санӑн мӗнле ша-ап-шурӑ, ҫеп-ҫемҫе, каймак пек, — терӗ вӑл. Курӑпӑр эсӗ мӗнле хур аҫи иккенне. Ӑна аллинчен тытрӑм та эпӗ: «Питӗ лайӑх, питӗ лайӑх. Докторсенчен пӗри алӑкран кӗнӗ ҫӗртех, пӗр пӗчӗкҫӗ сӗтел хушшинче ларать, Гальцин пырса кӗнӗ самантра ӗнтӗ вӑл 532-мӗшне ҫырса хучӗ. Епле вӑл ватӑлса ӳпӗннӗ, тесе те шухӑшларӑм пулмалла эпӗ, сухалӗ кӑвакарнӑ унӑн! — Ну, каласа парӑр! Оленин тӗксӗмленчӗ. Белецкий ҫакна асӑрхарӗ те кулса ячӗ. Хӗрарӑмсем пурте йӗчӗҫ, анчах та ку — хуйхӑ пирки мар, пуринчен ытла макӑрма хӑнӑхнипе пулчӗ. — Каярахпа пурте пулать, — терӗ Корытов. Вӗсен куҫӗсенче пӑртак та пулин шанӑҫ йӑлтӑрккине курасшӑн вӑл, ҫавна сиссе вӗсем куҫӗсене урӑх енне илчӗҫ. Княжна ман ҫине кӑмӑллӑн та тарӑннӑн пӑхса илчӗ. — Чиркӳрен килетӗн-и эс, Колчо? Чирлӗ хӗрӗм ҫинчен каласан, вӑл ман ҫине ҫӗҫӗпе чикнӗ пек пӑхса илчӗ, анчах, уншӑн та тавтапуҫ ӑна, нимӗн те шарламарӗ. Паллах, вӑл тӗлӗнтермӗш ҫын. — Бини сире темӗнле ӗҫсем тума хушрӗ тесе каларӑр эсир. Улӑп шлемӗ тӑхӑннӑ патвар кӗлетке ҫурлапа мӑлатук ӳкернӗ юпа патӗнчен уйрӑлса каять; урисене йывӑр яра-яра пусса, хӑйӗн участки тӑрӑх утать. Ку — сан ӗҫӳ: эсӗ артист. Ҫак чӗрчунсем хир чӑххисем пысӑкӑшчӗ. Эпӗ вилнисенне сӑннисене туртса кӑлартӑм. Вӗсем дюйм ҫурӑ тӑршшӗччӗ тата йӗп пекех шӗвӗрччӗ. Джек кӑтартнӑ еннелле пӗр вӑхӑт тинкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн Дик Сэнд мӗнпур вӑйран:— Карап сӑмсинчен сылтӑмра, ҫил вӗрекен енче, карап путать! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Кала эс ӑна: сана аҫу юратать, вӑл сана яланах асра тытса тӑрать, те. Кӗҫех таврӑнать акӑ вӑл, эс ун пирки ан макӑр, мӗншӗн тесен эсӗ командир хӗрӗ, те. Кӑмрӑк запасӗ тепӗр вунпилӗк кунтан ытла ҫитмест. Мускавра час-часах ҫакӑн пек пулать: сарлака урам-па, темӗн пысӑкӑш хитре ҫуртсем ҫуммипе пыратӑн-пыратӑн та, унтан аяккалла пӗр вунӑ утӑм кайсанах кивӗ, лутака, ҫӗре путма пуҫланӑ, кивелнӗ пирки тӗксӗмленнӗ пӗчӗк чӳречисемпе ватӑ карчӑк пек пӑхса ларакан ҫурт умне пырса тухатӑн. Анд тӑвӗсем урлӑ каҫасси — ахаль ҫул ҫӳресси ҫеҫ мар. Тӗреклӗ мулсем ҫук пулсан, ун урлӑшне каҫма хушмаҫҫӗ. Эпӗ ыйтнӑ тӑрӑх, ман пата хама интереслентерекен питех те нумай ҫынсене чӗнсе пычӗҫ. Августӑн 24 кунӗ иртсен ҫӗрле, отлив пуҫланса кайсассӑн, «Дунканӑн» тинӗсе тухса каймалла. Ну-ка, ҫав тӑрмашуран хӑтарса пӑх вӗсене — мӗн пулать? Вӑл кӑшт шаларах кӗнӗ пулсан, Леона хумӗсем ӑна ӗмӗрлӗхех хӑйсен ытамне илнӗ пулӗччӗҫ. Мюльреди тип курӑксене пуҫтарса илсе вут тивертсе ячӗ. Сасартӑк унтан инҫех мар пӗр ушкӑн юланут курӑнса кайнӑ. — Эх, амӑшӗ чӗрӗ пулсанччӗ! — кукамай Володьӑна курсан ҫапла кӑшкӑрса ярать те тӑнне ҫухатать. Монтанелли сиввӗн, темӗн тума хушса каланӑ пек сасӑпа каларӗ, вӑл нихҫан та ун пек пулманччӗ. Мекеҫленнипе кӑвакарсах кайнӑ-ҫке… Артёма шыранӑ. Тухса кайнӑ чух Мария Яковлевнӑна, ывӑлӗ тавӑрӑнсанах, комендатурӑна пӗлтерме хушса хӑварнӑ. Ҫӑлтӑр ҫутӑ пайӑркисемпе епле пуян — эпӗ те ҫавӑн пекех пуян, — эпӗ пурне те чӑтӑп, пурне те тӳссе ирттерӗп, мӗншӗн тесен — манра савӑнӑҫ пур, ӑна никам та, нимӗн те, нихҫан та вӗлерес ҫук! Унтан пӗр лутра пӳллӗ, сӑнран пӑхсан хӗрӗх ҫулсене ҫитнӗ, ылтӑн тӗслӗ кӗске мӑйӑхлӑ тата лапчӑк сӑмсаллӑ пӗчӗк казак сиксе тӑчӗ; стена ҫумӗнче тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен маларах тухрӗ те вӑл, чӗрре кӗрсе, ҫилӗллӗн калаҫма пуҫларӗ: — Эсир, ӗлӗк офицер пулнӑ юлташ, пирӗн стариксем ҫине ытлашшиех ан кӑшкӑрӑр, вӗсем ҫине эсир ӗлӗкхи вӑхӑтра та ҫителӗклех кӑшкӑрнӑ. «Кунта, анчах сана вӑл мӗн тума кирлӗ?» — тесе ыйтнӑ унтан ҫамрӑк хӗрарӑм чура. Ют ҫынна темӗн ҫинчен шанса калама юраман пек вӑл калаҫма чарӑнчӗ. Хӗвел ҫути ӳкмен вырӑнсенче сулхӑнрах-ха, анчах пӑтранчӑк шыв-шур ҫул тӑршшӗпех хӑвӑрттӑн юхма тытӑнчӗ, лаша ирӗлнӗ пылчӑка ҫӑрса пырать. «Ну, суятӑн! — шухӑшларӗ Лукашка. Тата ҫӗр пин тупатпӑр!.. — Чӑнах та, Назарка тӗрӗсне калать, вӑл хут пӗлет. — Эпӗ Том Аустина пӗлетӗп. Ҫунса ӗннӗ ҫӑмарта, лапчӑннӑскер, ҫурӑлнӑскер, сӑрт айккинче чалӑшшӑн выртать. — Ну мӗнле вӑл? Чӑнах та пит аван-и? Серёжа, ҫемьине кулянтарас мар тесе, Игнатьева патӗнче выртса тӑчӗ. — Мӗн ҫинчен калаҫатӑр эсир? Хамӑр ҫӗршыври чаплӑ ҫынсем ҫинчен каласа панине илтнӗ хыҫҫӑн, хуҫам мана эпӗ хам та ҫав чаплӑ ҫынсен шутнех кӗретӗп пулӗ тесе асӑрхаттарчӗ. Халь вӑл «Правдӑра» ӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах тата аслӑ шкултан вӗренсе тухать. Нимӗнех те палӑртас мар тата ыйтса ан аптӑратчӑр тесе, эпӗ хама савӑнӑҫлӑ, кӑмӑллӑ, ним пулман пек тытма тӑрӑшрӑм. Казак чунӗ хӑйӗн тӑванне вӗлернӗ ту ҫыннине джигита кураймасть, анчах унӑн станицине сыхлас тесе хӑй патӗнче пурӑнакан салтака, пӳртре табак туртса тултарнӑскере, тата та ытларах кураймасть. Ҫак паллӑ вара ача нихҫан та вилес ҫуккине кӑтартса паракан малтанхи пӗртен-пӗр паллӑ пулать. Дрожка виҫӗ хутлӑ ҫурт умне, алӑк патне пырса чарӑннӑ, дрожкӑ ҫинчен гусар сиксе анса крыльца ҫине чупса хӑпарнӑ. Сирӗнне те, хам пуҫа та тӗп тума-и? Ҫапах та вӑл Воропаева тытса чармарӗ, хӗрӗ ҫакӑн пек ҫанталӑкра ун патне инҫетренех чупса килчӗ пулсан, унӑн килте юлма юрамасть пулас, — ҫакна Софья Ивановна лайӑх чухласа илчӗ. — Пӗтӗмпех суятӑр, — терӗ король вӗчӗрхенсе. Вӑл темле тӗлӗнсе пӑхрӗ. Пасар кунӗсенче, юнкунпа эрнекун, суту ӗҫӗ аван пыратчӗ, терассӑра пӗрмаях мужиксемпе карчӑксем, хаш чухне пӗтӗм ҫемьисемпе курӑна-курӑна каятчӗҫ, йӑлтах — Атӑл лешъенчи старообрядцӑсем ҫынна шанман, вӑрманти салху халӑх. А эсир мана укҫа парнелӗр… Мӗн эсӗ, Ерофей! — Пӗчченех. Шухӑшласа кӑларакан ҫын пуҫне сулкаласа мӑкӑртатать: — Мӗн тери ӗненместӗн эсӗ ҫынсене… — Эпӗ унта халлӗхе никама та ямӑттӑм. Вӑтам тӑрӑхра аслатиллӗ ҫумӑр мӗн чухлӗ вӑйлӑ, ҫавӑн чухлӗ кӗскерех пулать пулсан, Африкӑра аслатиллӗ вӑйлӑ ҫумӑр час-часах темиҫе куна тӑсӑлать. Гаед Кулирен пытанса каҫсене ун патӗнче ирттернӗ чухне вӑл почтӑна пӗтӗмпех вуласа тухас патнех ҫитрӗ — вунӑ-вунпилӗк ҫыруран ытла юлмарӗ. Вӗсен хушшинче пӗр ҫыру пурччӗ. Ҫавӑнпа та эпир урӑх ӗҫ тумасӑр башня айне кӑна чаврӑмӑр, замока штурмласси ҫинчен шухӑшламарӑмӑр та. Палачсем те ҫӗнӗрен чӑрмав пуласран хӑраса хыпаланаҫҫӗ. — Юрать. — Никам та касса пӑрахман вӗт ҫавна! — терӗ Рыбин янӑравсӑр сасӑпа. Вӑл ҫиттине ҫӑмӑллӑн сирчӗ те, Берсенев куҫӗ умне Дантан майлӑ тунӑ Инсаров статуэткиех тухса тӑчӗ. — Сывӑ-и, маттурсе-е-ем!.. — полка саламласа, малтанах хатӗрлесе тунӑ хаваслӑ сатурлӑхпа харсӑррӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӗсем те, омбу ҫинче хӳтлӗх тупнӑскерсем, кунта питӗ нумайӑн вӗҫсе килнӗ, унта пӗчӗкҫеҫҫӗ кайӑксем, шӑнкӑрчсем, изак текеннисем, хильгуэроссем, пуринчен ытларах пикафлор текен йӑмӑх ҫутӑ тӗслӗ кайӑк-шӑна текенскер нумай пулнӑ. Таҫта, ҫав стенасен тулашӗнче вӑрҫӑ пырать, тӗрлӗрен пысӑк та пӗчӗк ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ, ҫынсен кӑмӑлӗсем вӗреҫҫӗ, кашни кун ҫын чунӗнче мӗнле те пулин паллӑ йӗр туса хӑварать. — Мана суда чӗнеҫҫӗ тетӗн эсӗ. Кам пычӗ-ши телефон патне, пӗлеймерӗм, ахӑрнех ун мӑшӑрӗ пулмалла. Темӗскер ҫитмест кунта! Ҫак поза тӑрӑх, ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑн хусканкаланипе те пуҫ аялалла вӑйлӑн тайӑлнипе, вӑл алӗҫӗпе аппаланнине ҫӑмӑллӑнах уйӑрса илетӗн. Эсир пӗлместӗр ку ҫамрӑка, эпӗ аван пӗлетӗп. Хула ҫинелле пӑхса тӑрать, аллине куҫӗсем патне илсе пычӗ. — Вӑл тата тепӗр хут пуҫне силлесе илчӗ. Ҫакна тума хӑюлӑхӑм ҫитмерӗ. Кам каласа кӑтартма пултарнӑ пулӗ ӑна? — Суятӑн, улталасшӑн эс мана; эс мана юратмастӑн; эс юратнине ӗмӗрне те ӗненессӗм ҫук!» Урамсенче ҫуртсем вырӑнне кӑмрӑк куписем тата ҫивиттисӗр, кантӑксӑр ларакан, хуралса, хӑрӑмланса кайнӑ стенасем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Черешньӑн чечеклӗ турачӗсем мана чӳречерен пӑхаҫҫӗ, хӑш-пӗр чухне вара ҫил ҫӗкленет те, ҫав чечексем сыру сӗтелӗ ҫине тӑкӑнаҫҫӗ. Вӑл манӑн аннене кӑштах хӗнесе тӑкман, ачисене хӑваласа янӑ, кистьсене тата мальбертне хуҫса вакланӑ, ростовщикӗн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан портретне ярса илнӗ, ҫӗҫӗ ыйтнӑ тата каминра вут чӗртме хушнӑ, вӑл портрета касса вакласа ҫунтарса ярасшӑн пулнӑ. Кӑвак уссиллӗ, хыткан та ҫӳлӗ железнодорожник, ҫулланса пӗтнӗ формӑллӑ картуз тӑхӑннӑскер, боец ҫине ҫӳлтен аялалла сиввӗн пӑхса илчӗ. — Ҫӗмӗрсе кӗрет, тетӗн? Чӑн-чӑн китсен ҫурӑмӗ ҫинче ишкӗч ҫук, тир айӗнче вӗсен хулӑн ҫу сийӗ. Вӗсен тӑршшӗ хӑш-пӗр чухне сакӑрвунӑ фута ҫитет, анчах вӑтамран вӗсем утмӑл футран ытла мар. Кӗскен каласан, август вӑтаҫӗрӗнче эпӗ тепӗр карап путартӑм, вӑл ултӑ пин тонна вырнаҫтараканскерччӗ, хӑйне ӑна сторожевикпа миноносец сыхласа пыратчӗҫ. — Ӑнлансам, ухмах пуҫ, ку вӑл — пӗрлештернӗ инвентарь-ҫке! Вӑл пуҫне тупӑ хыҫӗ ҫине хурса ҫывӑратчӗ. Тӗттӗмленсе кайсан, вӗсем ҫурт ӑшӗнчен йӑпшӑнса тухрӗҫ те, хаклӑ арчана ҫӗклесе, шыв хӗрринелле утрӗҫ. Тупӑкҫӑ ӗнтӗ хӑйне пулӑшма хӑйӗн пӗлӗшне, Юркона та ченесшӗн пулнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, сирӗн пӗлесех килет-тӗк; вӑл мӑнкӑмӑллӑ, анчах эсир ӑнланнӑ пек мар. Жаркие вӑл хӑй хваттерӗнче, Анна патӗнче темиҫе хутчен те тӗл пулнӑ. Вара Том: «Эпӗ сана ҫавӑн пек инкеке кӗртрӗм», — тесе хӑйне хӑй вӑрҫса ӳпкелеме тытӑннӑ, ҫакӑ вара пуринчен те ытларах пулӑшнӑ. Ҫак вӑхӑтра Грант капитанӑн йӑмӑкӗ те вилчӗ, вара тӗнчере пӗр ҫывӑх ҫынсӑр юлнӑ икӗ ачан хӑйсен тӗллӗнех пурӑнмалла пулчӗ. — Пульсонра ҫапла ҫырнӑ: вӑрӑ кил патне вӑрттӑн пырать пулсан, йытӑ вӗрет, — ҫын ан ҫывӑр, асту. Ҫурта ҫутипе ҫуталнӑ хӑрах куҫӗ унӑн Огнянов тӑракан чӳрече ҫинелле тӳрех пӑхать. Килхушшинче ӑна Алевтина Васильевна кӗтсе илчӗ, — вӑл чӑхсене апат пама тухнӑ-мӗн. Мӗншӗн тесен, ун тӑрӑх Русь ҫӗрӗнче ним иккӗленмелле мар тивӗҫлӗхпе тытса пурӑнакан имение туртса илсе нимсӗр хӑварма пултаракан майсенчен пӗри ҫинчен пӗлме кирек камшӑн та питӗ кӑмӑллӑ пулӗ, тесе шанатпӑр. Пӗлме ҫук, хуҫи тупнӑ пулӗ те ӑна ҫисе янӑ пуль. Нимӗҫсем калаҫнинчен вӑл тем ырӑ мар ӗҫ пулни ҫинчен чухласа илчӗ те, гетман салтакӗсем тухса кайсанах, нимӗн пӗлмен пирки аптӑранӑ хӗрарӑм, Мария Яковлевна патне кайса, упӑшки ҫинчен ыйтса пӗлес шанчӑкпа пуҫне тутӑр ҫыхрӗ. — Унӑн йӗрӗ епле кайнине пӑхсассӑн, — тенӗ ватӑ сунарҫӑ, — вӑл ӑҫта пырса тухассине эпӗ чылай тӗрӗсех каласа пама пултаратӑп. Венера Хӗвелӗн хӗрринелле ҫывхарнӑ вӑхӑтра ун йӗри-тавра япӑх ҫуталса тӑракан ҫутӑ кӑшӑл палӑрать. Ҫын кӑмӑлне тупас пек, ӑна йӑпантарас тесе, эпӗ калаҫма пуҫларӑм; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те кулса ячӗ… унӑн куллипе ман ҫан-ҫурӑмӑм та ҫӳҫенсех кайрӗ… эпӗ тупӑк тутарма утрӑм. — Сывӑ пулӑр… — Анчах — ҫынсем пӗлӳлӗх илесшӗн-и, ӑна шыраҫҫӗ-и? Тепӗр тесен «аслӑ» атаман Голубӑн отрядӗнче мӗнле вӑрӑ-хурахсем тӑнине хӑех лайӑх пӗлсе тӑрать, вӑл пӗрре ҫеҫ мар Голубран «директори» валли тесе реквизицилесе илнӗ текен укҫа-тенкӗрен ыйтса илкеленӗ, погромщик ята илсен, хӑрамаллиех ҫук, — Голуб вӑл тӗлӗшрен тахҫанах чапа тухнӑ. Кӑмӑла каймарӗ-и? — пӳлсе хучӗ Базаров. Ябирӑна илемлетес тесе, ҫанталӑк сӑррине хӗрхенмен вара: вӑл ярӑм-ярӑм кӑвак сенкер пуҫлӑ, сип-симӗс мӑйлӑ, юр пек шурӑ кӑкӑрлӑ, йӑм-йӑм хӗрлӗ ураллӑ. Хресченсемпе дворовӑйсене вӑл, лешсем ӑна тем пек пӑхӑнса пурӑннӑ пулсан та, ҫав тери чӑрсӑр та хытӑ тыткаланӑ, вӗсем ҫапах хӑйсен улпучӗн пуянлӑхӗпе тата унӑн чапӗпе мухтаннӑ; улпут хӳтӗлессине шанса, кусем хӑйсем те, улпутне кура, унӑн кӳршисем умӗнче хӑйсене мӑнаҫлӑн тытма пӑхнӑ. Хуларан килекен ҫынсен пурин те час-часах темле ачалла кӑмӑл пуррине асӑрхарӗ вӑл, анчах ӑна вӗсем хӑйсен ӗҫне ӗненни шухӑшлаттарчӗ, ҫав ӗненӗвӗн тарӑнӑшне вӑл уҫӑмлӑрах туйса пычӗ ӗнтӗ; вӗсем тӗрӗслӗх ҫиеле тухассине ӗмӗтленни чуна ачашласа ӑшӑтать, вӗсене итлесе амӑшӗ ирӗксӗрех темле салхуланса тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ. Носков, — хуллентерех чӗнчӗ вӑл ӑна; лешӗ ҫурри таран чӑрӑш лӑссисем хыҫне кӗрсе пытансан, Яков ӑна: — Пӑрахасчӗ санӑн ку ӗҫе! — тесе сӗнчӗ. Озеров майор, тӑпра айне пулнӑ нар ҫинче сиккелесе ларнӑ май, кушакне кӑкӑрӗ умне тытнӑ та, хуткупӑс кӗввипе Мускав ҫинчен юрлать: Кипучая, Могучая,Нике-ем не по-обе-димая,Страна моя, Москва моя, Ты самая любимая!.. Амӑшӗ хӑй рабочисен пурнӑҫне ҫак ҫынсенчен лайӑхрах пӗлетӗп тесе шутлать, ӑна ҫак ҫынсем хӑйсене илнӗ задача ытла та пысӑк пулнине вӗсенчен уҫҫӑнтарах курать пек туять, ҫакӑ вара ӑна вӗсем ҫине хӗрхенерех, кӑшт кулянарах пӑхма май парать. Майлӑрах самант суйласа ил те — тар! — Сире шыраҫҫӗ… Тӑрӑшса ӗҫлекен Юрӑпа хӗрсем носилкӑна ал вӗҫҫӗн тытса окопа антарма тӑрсан, Алексей вӗсемпе килӗшмерӗ. Вӑл ҫавӑнтах хӑйне вӑрман уҫланкинчи пӗр пысӑк, лаштра хурӑн хӳттине лартма хушрӗ. — А эсӗ, Лука, Ногая ан кай, акӑ мӗн! Мак-Набс лагертен ҫур миль аяккарах темӗнле мӗлкесем ҫӳренине астурӗ. Вӑл ҫавӑнтах иккӗленме пуҫларӗ. — Уншӑн сана персе вӗлерни те нимех те мар, тет. Тӳсеймесӗр кӗтекен кунсем пуҫланаҫҫӗ. Мересьев чӗрине ку тата ытларах ыраттарнӑ, мӗншӗн тесен Оля ҫав хула ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирте пулнӑ, — кам пӗлет, мӗнле йывӑрлӑхсем тӳсме тивет ӑна унта! Вӑл тырра — турӑ парнине — сутма ҫылӑх тесе шутланӑ, 40-мӗш ҫулти выҫлӑх вӑхӑтӗнче, тырӑ калама ҫук хаклӑ тӑнӑ вӑхӑтра, таврари помещиксемпе хресченсене хӑйӗн мӗнпур тыррине валеҫсе панӑ; тепӗр ҫул вара лешсем хӑйсен парӑмне ӑна тырӑпах тавӑрса панӑ. Хушаматне тата та килӗшӳсӗр тӑвасшӑн пекех, вӑл янӑравлӑ ҫӳллӗ тенорпа калаҫнӑ, хӑй те вӑл, тӑп-тулли ӳтлӗ, ҫаврака пит-куҫлӑ пӗчӗк ҫын, калаҫас тесен каҫса каяканскер, вӗр-ҫӗнӗ хӑнкӑрма евӗр пулнӑ. Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна текех ун пек ыйтусемпе йӑлӑхтарма чарӑнтӑм. Анчах, манӑн ӑна епле те пулин хам тӗрӗс шухӑшланине ӗнентерес килнӗ пирки, эпӗ ӑна хирӗҫ наука енчен ҫирӗплетсе калама пуҫларӑм, хам шутӑмпа, капла туни пулӑшмаллах ӗнтӗ. — Анчах та итле эпӗ тусла вӗрентсе каланине: ӗҫӳ ӑнтӑр тетӗн пулсан, ӑна юрӑсемпе мар, урӑххипе ҫавӑрма ӑс паратӑп, — терӗ. — Пӗлмесӗр тата!.. — Мӗнле тӗлӗнмелле чаплӑ апат ку, — терӗ Паганель, — ӑна кӳпӗнсе кайичченех ҫимелле! — Ӗмӗтленнипе васкаса эпир хӑвӑртрах ута пуҫларӑмӑр. Вӑл пире тӗл пулма шутламан пулас; пирӗн тӗле пырса тухрӗ те ешӗл шӗшкӗлӗх ӑшӗнче, сулхӑм уҫланкӑра, хӑйӗн хура куҫӗсемпе ман ҫине хӑравҫӑн пӑхса тӑрать. Пӗчӗк вӑрмана кӗчӗҫ. Йӑлтах пӗтччӗр: арӑм, ачасем, — пурне те пӗтӗр! Анчах ак кӗҫех аялти анлӑ лапамран килекен темӗнле сасса, вӗсемсӗр пуҫне урӑх никам та илтме пултарайманскерне, иккӗшӗ те харӑсах илтнӗ пек, вӗсен куҫхаршийӗсем те пӗр харӑсах хускалчӗҫ. Сасартӑк ман куҫа темӗнле япаласем шукалани курӑннӑ пек туйӑнчӗ, — ҫук, чӑнахах та эпӗ йывӑҫсем хушшинче темӗн пысӑкӑш кайӑк кӗлеткисем пынине куратӑп. — Вӑт ҫапла ӑна, вӑт ҫапла! — илтӗнчӗ пирӗн хыҫран малти пӳлӗмре такамӑн ырлакан сасси. Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче хуралта тӑракансем хыттӑн шӑхӑрса янӑ сасӑ илтрӗҫ. Ротӑсене черетпе сывлӑх суна-суна, фронт тӑрӑх майӗпен-майӗпен малалла куҫса пычӗ корпус командирӗ. Ӗнер эпир телей тупма шут тытрӑмӑр, мӑшӑрлӑ пурӑнас терӗмӗр. Машинпа пӗрлешме ӑна халӗ металпа сӑрантан тунӑ протезсем те кансӗрлемерӗҫ. Эпӗ унӑн кӑмӑллӑ та каҫхи пӗлӗт пек уҫӑмлӑ пит-куҫне нумайччен пӑхса савӑнса выртрӑм. Ялти шкулсем валли вӗренмелли хатӗрсем тума хушрӗҫ. Вӑл тухса кайсан, амӑшӗ Павела:— Ку пуринчен те малтан хуҫӑлать!.. — терӗ. Петя пуҫне чиксе, май умра шухӑша кайса тӑрать,Ирпеле эпир иксӗмӗр Аэромузее кайрӑмӑр, списокра манӑн хушамата та тупрӑмӑр. Анчах Иван Иваныч ҫук. — Ара вӑл никама та хӗнемест-ҫке, — терӗ Петруҫ кӑштах сӳрӗккӗн, мӗншӗн тесен унӑн вичкӗн хӑлхи Иохим ури сасси ҫывхарнипе туйса илчӗ. Дольре ултӑ пин роялист чӑрсӑррӑн тапӑннине пин ҫурӑ патриотпа аркатса тӑкма пултарнӑ ҫамрӑк командирӑн иксӗлми вӑй-халне пула, ҫак таврашри пӑлхав пусӑрӑнман пулсан та унӑн вӑйӗ хавшарӗ, хӑвачӗ чакрӗ. — Укҫана лайӑх пытартӑмӑр-ши эпир? — терӗ герцог. — Вырӑнӗ ытла шанчӑксӑр. — Эсир шӳт тӑватӑр-и, дон Мигуэль? Эпир кимӗ ҫине татах тиеме йышӑнтӑмӑр. Кун пек тума хӑрушӑ, анчах туйӑнма пултарнӑ пек ӑссӑр ӗҫ мар. — Кам ачи пулатӑр эсир? Садсенче вара, ытти мӗнпур таврари пекех, пушанса юлать; анчах та каҫӑн ҫак вӑхӑтӗнче станица уйрӑммӑнах чӗрӗлет. Вӑл тӑракан пысӑках мар лутра пӳлӗм таса та тирпейлӗ. Ҫулсем ҫинче тарӑн путса кӗнӗ ура йӗрӗсем хуралса выртаҫҫӗ; кӑнтӑрла ҫитеспе сӑртлӑ-тӳпеллӗ вырӑнсенчен шӑнкӑртатса юхса анакан куҫҫулӗ евӗр тӑп-тӑрӑ шыв васансемпе ҫырма-ҫатрасем тӑрӑх хаяррӑн кӗрлесех ыткӑнса юхма тытӑнчӗ; вӗсем хисепсӗр нумай ҫӗрте шарлатса выртакан юхӑмсем пулса чиелӗхсенчи йывӑҫсен йӳҫек тымарӗсене чӳхе-чӳхе, ҫырма хӗрринчи хӑмӑшсене путара-путара, айлӑмсене, лапам вырӑнсене, садсене капланса анчӗҫ. Вӗренпе ҫыхнӑ пӗр аллине вӗҫертме пултарчӗ, тӑртанни кӑштах чакрӗ, вӑл вара пит киленӗҫлӗн аллине хутлатрӗ, тӑсрӗ, ҫӗнӗрен хутлатрӗ. Вӑл пысӑк кӗрен кресла ҫинче ларатчӗ, арки вӗҫне хӑю, ҫухипе ҫаннисене шӑтӑкла тытнӑ ҫутӑ кӑвак капот тӑхӑннӑ, кӑтралансарах тӑракан сарӑ ҫӳҫӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинелле сапаланса кайнӑ. Анчах тепӗр куннех тытса килнисенчен виҫҫӗмӗш пайӗ каялла тухса тарнӑ, юлнисем те кунсерен сахалланса пынӑ. Стручков хӑй ҫавӑн пек тӳсӗмсӗр пулса кайнине ҫакӑн пек ӑнлантарса панӑ: госпитальти йӗркесем ытлашши ҫирӗп пулнипе эпӗ уборнӑйӗнче те ирӗклӗн чӗлӗм туртаймастӑп; хамӑн ҫарти вӑрӑм пурнӑҫ тӑршшинче эпӗ ку таранччен госпитальсенче те чылай вырткаланӑ, анчах чӗлӗме яланах ирӗклӗн туртма пултарнӑ, тенӗ. Ҫӑкӑр патӑм ӑна. — Ирӗк парӑр мана! — терӗ Озеров. Калинычӑн тахҫан арӑмӗ пулнӑ, вӑл унран хӑранӑ, ачасем унӑн вуҫех те пулман. Санӑн кӑнтӑрла та, ҫӗрле те канӑҫ ҫук! Том питӗ хурланса кайрӗ: чӑнах та эпӗ айӑплӑ пулӗ-ҫке, тесе шухӑшларӗ вӑл. — Ҫак йывӑр пӗлӗтсем тинӗс ҫинелле, ӑна лапчӑтсах хума хатӗрленнӗ пек, хупӑрласа анаҫҫӗ. Пӗлеҫҫӗ мӗн кирлине! Вара, хӑраса ӳкнӗ ҫынна хавхалантарас тесе, вӑл ӑна:— Эпӗ — ӗненместӗп, эпӗ ыйтатӑп кӑна, — терӗ. Пӗр-икӗ чаплашкӑ чихирь ӗҫнӗ хыҫҫӑн, вӗсем Назаркӑпа иккӗшӗ станица хыҫне тухрӗҫ. Туй пулнӑ каҫ ун патӗнчен тухса тарса пире вӑл мӗнле тӗлӗнтернине эпӗ астӑватӑп-ха: шурса кайнӑскер, куҫҫульпе йӗпеннӗскер, мӗнпур кӗлеткипе чӗтресе, вӑл хӑйӗн упӑшки мӗн ыйтнине (ун пирки калама та пултараймасть) ниепле те, ниепле те тума пултарайманни ҫинчен каларӗ. Тӑрӑ айӗнче мӗн пуррине курма ӗлкӗрчӗ-ши вӑл? Хӑйӗн йӑх ҫыннисене асӑрхаттарчӗ-ши? Петр валли вӑл лӑпкӑлӑх мар, туллирех пурнӑҫ тӑвассишӗн ӗмӗтленнӗ. Ури ыратнине те манса, вӑл хӑюллӑн малалла ярса пусрӗ. Вӑл хӑй упӑшкин, япун вӑрҫи геройӗн портретне лартнӑ комод умӗнче йӗрсе тӑратчӗ. Манӑн пурӑнӑҫ пирки пӑшӑрханмалли ҫук, вӑл питӗ йӗркеллӗ пулса пырать. — Юл, юл! Вӑл хӑйне каҫарма ыйту ҫырса паман, ӑна приговор хыҫҫӑн, ҫирӗм тӑватӑ сехетрен, персе вӗлернӗ. Кайрӗ те хӑй кӗтмен ҫӗртенех, сасартӑк, хӑвӑртран хӑвӑрт ярӑнма тытӑнчӗ. Пӑр ҫинче пӗрмай ӳксе, аманса, каллех сиксе тӑрса ярӑнма пикеннӗ чух пулса пынӑ пӗчӗк хӑнӑхусем сасартӑк пӗр ҫӗре пухӑннӑ пек пулчӗ, вара вӑл урисемпе тӗрӗс ӗҫлесе, лайӑхах ярӑнма тытӑнчӗ, унӑн чӗри ҫав тери пысӑк савӑнӑҫпа тулчӗ. — Ватӑ тимӗрҫ ватӑ улпут майри пекех вӑл: хӗвеле юратмаҫҫӗ вӗсем, пӗтӗм ӗмӗрне — кашни хӑй пӗлнӗ пек — сулхӑнра ирттереҫҫӗ. Техасра кашни хулара тенӗпе пӗрех — вӑл ҫӗнӗ хула е ҫак крайра колонизаци пуҫланса кайнӑ чухнех тунӑ хула пулсан та — ялан ҫав картинӑна курма пулать. Ромашов экипажра каллех Михинсен барышнисене хирӗҫ ларса пычӗ, ҫул тӑршшӗпе те пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Ҫук? Сӑмах та ҫук, провинцинче бандитсен шайки ҫӗмӗрсе ҫӳрет, ҫавӑнпа та, каравана хӑратниех ҫук пулсан та, мӗн те пулин сиксе тухасран хатӗрленсе тӑни кирлех. Ку ӗнтӗ пысӑк та чӑрмавлӑ ӗҫчӗ. — Эпӗ пачах та тӗлӗнместӗп, — терӗ Павел Петрович: — манӑн хамӑн та унпа ыталашма кӑмӑл пур. Ҫапла пӗр уйӑх иртсе кайрӗ. Малтанхи кунсенчех эпӗ ҫакна куртӑм: вӗсен амӑшӗ — тӗксӗм сӑнлӑ тӑлӑх карчӑк, пасартан илсе килнӗ ҫимӗҫсене кухньӑри сӗтел ҫине сарса хуратчӗ те асаплӑ хуйхӑпа йывӑр шухӑша кайса тӑратчӗ; кунта вӑл темиҫе пӗчӗк татӑк начар какайран виҫӗ вӑйпитти йӗкӗт валли, ку шута хӑйне кӗртмесӗр, епле майпа ҫителӗклӗ лайӑх апат хатӗрлес-ши? тесе шухӑшлатчӗ. Пичӗпе мӑйне вараланӑ хыҫҫӑн вӑл нимӗнпе те килӗшмен, темӗнле яланхи пек мар костюм тӑхӑнма тытӑннӑ. Ун пек костюма Тетка унччен пӳртсенче те, урамра та курман. Вӑл ҫӗр ҫинчен винтовкӑна илчӗ, йӗрӗннипе питне-куҫне пӗркелентерсе, кӗсйисене ухтарчӗ. Ҫук, эпӗ пурӑнатӑп-ха… кайран вара — мӗн пулӗ те, мӗн килӗ! Вӑл хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те каялла кайрӗ. «Чӑнах та тупсан», шухӑшларӑм эпӗ. Лена амӑшӗ Мирошинӑн лутӑрканчӑк, тахҫантанпа пуҫтарман вырӑнӗ ҫине хӑйӗн таса простынӗпе минтерне сарса хучӗ. Аэлита малта пырать. «Кулӑш кустӑрми» те ҫынсене тӳрех мар — ҫаврӑну хӑвӑртлӑхӗ ӳссе ҫитсен тин ывтӑнтарма пултарать. — Сире мӗнле те пулсан ӗҫ сиксе тухса уйӑрчӗ пулмалkа? — терӗм. — Апла пулсан, эсир документра калакан икӗ матроссенчен пӗри мар-мӗн? Пӗчӗк утравсем хушшинче эпӗ ҫӗтсе кайрӑм, кӑшкӑрни илтӗнми пулчӗ; малтан эпӗ сасӑ хыҫҫӑн каяс терӗм, анчах ку япала вылянчӑк вут ҫути хыҫҫӑн кайнинчен те начартарах. Марко тӗттӗм картишнелле тухрӗ, каҫхи хӑнана аллинчен ҫавӑтрӗ те витерен кӗрсе утӑ хӑпартнӑ аслӑк патнелле ирттерчӗ. Ҫак ҫын Мюльреди пулчӗ. Вӑл аманнӑ. Ӑна ҫӗр ҫинчен йӑтса илсен, Джон Мангльспа майор хӑйсен аллисем юнпа вараланнине сисрӗҫ. Окопра пӗшкӗнсе ларса, вӑл граната ҫыххине пӑхма тытӑнчӗ. Эпӗ сана вилӗмрен хӑтартӑм, тет. Мана Акулина Памфиловна хӑй тӑванӗн хӗрӗ тесе пытарса хӑварни ҫинчен эпӗ шарламаннипе ҫеҫ эсӗ чӗрӗ юлтӑн, тет. Алексей Иванович пек ҫыннӑн арӑмӗ пуличчен, маншӑн вилесси ҫӑмӑлрах пулӗччӗ. Тусем хушшинчи вӑрттӑн вырӑнсен списокне Риварес хӑй ҫырнӑ; куратӑр ун алли. Ҫапах та тарма пулать-ха. Сирӗн ҫурт пур-и? — Ун урлӑ эпӗ хыпар пӗлетӗп пулӗ, тен. Ну, сирӗннисем тата? Вӗсем тухса кайнӑ-кайманах крыльца умне почтальон ҫитсе тӑчӗ. — Эпӗ питӗ хавас, — пуҫларӗ Ситников малалла хӑяккӑн иртсе, кулкаласа, чаплӑ перчеткисене васкавлӑн хывса: — Эпӗ питӗ нумай илтсеттӗм… Телеграмма Гленарван аллинчен тухса ӳкрӗ. Владимир сунарҫӑ ӗнтӗ чӑннипех те провинцири ҫамрӑк актер пек, пӗрремӗш еркӗнӗн рольне выляканскер пек калаҫать. — Ҫук, ку йӑвана хуҫисем тин ҫеҫ пӑрахса кайнӑ. Вӑл мана аллине пачӗ те «О» ҫине ударени туса: «Володя» — терӗ. — Эс мӗскер каласшӑннине чухлатӑп, — терӗм эпӗ, — капла хӑтланни пит начар, путсӗр ӗҫ тесшӗн эсӗ. Ҫук, ачам, эсӗ ман хӗр патне кайса ҫитме пултарас ҫук, ҫук! Патагонец ӑна хирӗҫ икӗ утӑм утрӗ. Гленарван икӗ аллипе те унӑн аллине ярса илсе хытӑ чӑмӑртарӗ. — Эсир хӑвӑра илсе килнӗ; ку пуринчен лайӑх. Упӑшки ҫӗрле тӑватӑ сехетре анчах киле ҫитсе выртнине астуса илсен, арӑмӗ хӗрхеннипе ӑна вӑратмарӗ, упӑшки ыйтнипе Петербургран ярса панӑ пушмакне, хӑйӗн кӗлетки ҫинче шыв пек вылянса тӑракан шурӑ кофтине тӑхӑнчӗ те пуҫтарӑнмалли пӳлӗме кӗчӗ, уҫӑ шывпа ҫӑвӑнса тӗкӗр умне пырса тӑчӗ. Кӗрхи ҫанталӑк хӑйне евӗр чечен, ҫулҫӑсене ылтӑн сӑрнӑ пек, ту хысакӗсем сарӑхнӑ, шанакан курӑк шӑрши таврана сарӑлать. Хама хӑратнине-мӗнне пӑхмасӑр ӑна мужикрен уйӑрса илме тесе алла ҫеҫ тӑснӑччӗ эпӗ, тӗлӗнтермелле хӑвӑртлӑхпа, пӗрре туртнипех, ҫыхса хунӑ мужик аллисене вӗҫерчӗ, ӑна ҫухаран ярса илчӗ, пуҫӗнчи ҫӗлӗкне куҫӗсем хупланичченех пусса лартрӗ, алӑка уҫрӗ те тула чышса кӑларчӗ. Вӗсем ҫӗр ҫынна яхӑнччӗ. Ҫак пушлӑх ӑна ҫуйхатса тӑнӑ: Фома хӑйӗн тӗксӗм чӗринче тӑшманла вӑй пытанса пурӑннине сиснӗ, ҫав вӑл халлӗхе формӑсӑр пулнӑ, анчах та вӑл, ҫине тӑрсах, асӑрхануллӑн калӑпланма пӑхнӑ. Ҫулҫӑ витӗр хӗвел ҫути кӗрекен вырӑнсенче куктӗрри евӗрлӗ ҫутӑ пӑнчӑсем выртаҫҫӗ, ҫав пӑнчӑсем хуллен хускалкаласа илеҫҫӗ, ку ӗнтӗ ҫӳлте кӑшт ҫил пуррине пӗлтерет. Тата мӗн? — терӗ «Макари» хуҫи, аллине тӑсса. — Мӗн тата? — ыйтрӗ Джон Мангльс, хӑйӗн аллине тӑсмасӑр. — Задатка! Пурте кулма пӑрахса ҫӗрулми ҫиме тытӑнсан, вӑл хӑй ҫӑварӗнчен алтупанӗ ҫине тем сурса кӑларчӗ те Семиглаза аяккинчен тӗртрӗ. Пӗлетӗр-и, эпӗ Кӑнтӑр Америкӑна кайсан… Эх, акӑ Мартини те килчӗ! Вӗсем каллех пулас ӗҫсем ҫинчен калаҫрӗҫ. Анчах ун пек каҫма пулас ҫук вӗт! Амӑшӗ выртатчӗ, тӗлӗрсе кайнӑ май вӗсем ӗҫ ҫинчен шӑппӑн калаҫса ларнине илтетчӗ. Хӑрамаллипех хӑраса ӳкнӗ карчӑк ахлаткаласа хӑй кухнине тухса утрӗ. Корчагин ҫав вӑхӑтра Гаврилов патӗнче пулнӑ. Татӑклӑнах мар ответ пачӗ: — Паллах, сана комсомола тавӑратпӑр, ун ҫинчен калаҫмалли те ҫук. Эсир мӗнлине пӗлместӗп те, эпӗ вара вӑрҫӑ пулнӑшӑн савӑнатӑп; анчах киле чӗнсе ан илччӗрччӗ, эпӗ кунтан Флоренцие, Рима каясшӑн: Францие юрамасть — эпӗ вара Испание кайма шутлатӑп, унта хӗрарӑмсем тӗлӗнмелле лайӑх, теҫҫӗ, анчах чухӑн ҫынсемпе хурт-кӑпшанкӑсем тата шӑнасем пит нумай, тет. Ҫав вӑхӑтрах Чуба та ҫул тупӑннӑ пек туйӑнчӗ; чарӑнса тӑчӗ те вӑл, мӗнпур вӑйӗпе кӑшкӑрма тытӑнчӗ, анчах, кумӗ таврӑнманнине кура, пӗчченех кайма шут тытрӗ. Эпир пӑрахутӑн сылтӑм хӗррипе хӑра-хӑра пыратпӑр, пӑрахут хӳрине аран-аран ҫитрӗмӗр; ҫак самант эрне вӑрӑмӗш туйӑнчӗ. — «Хӑвӑр пӗлетӗр ӑна…» Мужик ман ҫине мӗскӗнӗн пӑхса илчӗ. Исланди чӗлхипе ку сӑмах глетчер (пӑрлӑх), тенине пӗлтерет. Ҫакна пула иккӗмӗш эшелонри пурнӑҫра тылри тӗреклӗхӗн, виҫелӗхӗн тата йӗркелӗхӗн элеменчӗсем те пур. — Эсӗ мӗн? Эсӗ леш ват супнӑ ҫӑраҫҫи хӗрарӑмӗпе калаҫса татӑлман пуль? Полици участокне мар пулӗ? Кавказ тӑрӑх шурӑ пыйтӑсене утюгпа ӑшаласа ҫӳренӗ. Вӑл манӑн ватӑ чӗреме час-часах хуйхӑрткаланӑ пулсан та, эпӗ яланах ӑна пӑхса киленсе пурӑнаттӑм. — Эпир тӗрмери ҫынна пулӑшатпӑр, ҫавӑнпа, ку япаласене кирек мӗнле майпа тупнӑ пулсан та пире уншӑн никам та ӳпкелеймест, — тет Том. Халӗ ӑна та фабрикӑна кайма шӑпа тухрӗ. Кур-ха йӗксӗксене! — тесе хучӗ ҫилле юлнӑ Юрдан. Пире юриех курмашкӑн хӑваласа тухрӗҫ. Р… княжнапа. Кун ҫинчен вӑл пӗррехинче Анна Сергеевнӑпа та калаҫрӗ. Инсаров малалла ярса пуснӑччӗ кӑна, анчах Шубин ӑна чарчӗ те Анна Васильевна умне хӑй пырса тӑчӗ. Кӑна вӑл аванах пӗлсе тӑрать, ҫапах та вӑл уншӑн пӗрре те пӑшӑрханмарӗ. Ытти енчен пурте йӗркеллех-ха. Гленарван тепӗр экспедици тӑвасси ҫинчен калаҫать пулсан, Паганель салхуллӑн ҫеҫ пуҫне силлекелет. Ав ҫавӑнталла, малалла пӑхӑр. — Ан манӑр, сударь, — терӗ вӑл, — манӑн кӗнекесенче ун пек тӳрлетӳсем кирлӗ мар! — Пӗр театрта. Малтанах асӑрхаттаратӑп сире, эпӗ питӗ тавлашма юратаканскер. Хӑлха мӗн валли тата, ун шӑнӑрне хаклӑ йышши йывӑҫсенчен каснӑ шӑрпӑксем тӑхӑнтартмасан, чӗнтӗрленӗ пӑхӑр ҫаврашкасем, е кукуруза улӑмӗнчен ҫыхнӑ сӑнчӑрсем, е тата ӑшне кӑларнӑ, табак пуракки вырӑнне ҫӳрекен пӗчӗк кавӑнсем ҫакмасан. Вара хӑлха вӗҫӗ, ҫак йывӑрӑшпа тӑсӑлса, хулпуҫҫи патнех ҫитет! «Туршӑн та, ку темӗнле Дон-Кихотла хӑтланкалани пек!» — терӗ Воропаев сасӑпах темиҫе хутчен. Вӑл каялла таврӑннӑ чух Чумандрин патне кӗретӗпех тесе тата унпа калаҫса татӑлма шут тытрӗ, анчах таҫта шалта вӑл хӑй Чумандрин патне куҫса пырас ҫук текен шухӑш пытанса тӑрать, мӗншӗн тесен, ун пек туни малтан шутласан анлах мар пулин те, пӗтӗмӗшпе илсен, пӗр сӑмахсӑрах усал ӗҫ туни пулӗччӗ. Манӑн киле таврӑнмалла пулчӗ, анчах та, калас пулать, ку тӗлӗнмелле ӗҫ мана пӑшӑрхантарчӗ, эпӗ аран-аран ир ҫитессе кӗтсе илтӗм. Алексей чӗлем туртман, анчах амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ывӑлне фронта ӑсатнӑ кун ашшӗн упраса усранӑ портсигарне тем тума унӑн кӗсйине хурса янӑ, вара Алексей ҫав япалана хӑйпе пӗрлех илсе ҫӳренӗ, ҫапӑҫӑва вӗҫсе кайнӑ чух ӑна «телей кӳме» кӗсйине чиксе хунӑ. Юлашкинчен, ҫак пӳлӗмрен тухса кайма ыйтатӑп, мӗншӗн тесен эсир мана ӗҫлеме чӑрмантаратӑр, Спасский профессор патне эпӗ хам шӑнкӑртаттарӑп. — Мӗн хӑтланатӑп вара эпӗ? — сасартӑк хыттӑн ыйтрӗ Носков. Тепӗр кун ирхине Анна Сергеевна, ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑнах, Базаровпа пӗрле ботаника вӗренме тухса кайрӗ те, шӑп кӑнтӑр апачӗ умӗн тин тавӑрӑнчӗ; — Мӑкӑнь ҫеҫки пек! Пичче хӑйӗн пит-куҫӗнчи ялтӑртатса тӑракан хаваслӑхне пытарма тӑрӑшнине кулса ярасран аран чӑтса лартӑм. Таса чӗреллӗ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын вара халиччен хӑй кураймасӑр пурӑннӑ чӑкӑлтӑш майсемпе ҫине тӑрса картинӑна тума конкурс уҫмалла тунӑ, конкурса кашни художникех хутшӑнма пултарнӑ. Эпӗ атӑҫӑ, манӑн ят Готлиб Шульц. Эпӗ сирӗнпе урам урлӑ, сирӗн чӳречене хирӗҫ, пӗчӗк пӳртре пурӑнатӑп. — Э, эсӗ ӑна юрататӑн иккен-ха. Ку ялав шӑпах паҫӑр чӑтлӑхра курнӑскер пулнӑ. Эп кучченеҫ илсе хурӑп, чыслаканни эс пулӑн… «К. хулине леҫетпӗр, бей ҫавӑн пек хушрӗ», — теҫҫӗ. Эсӗ Ромашов патне каясса кам шухӑшлатӑр-ха? Пӗр-ик сӑмахпах нумай каласа панӑ. Ку юханшыва европеецсем пӗлмеҫҫӗ тесен те юрать. Якова паян вӑл харкашса каяссинчен чарӑнса тӑма пултарнӑ пек туйӑннӑ: ҫакӑнччен икӗ сехет малтан ӑна вӑл ҫӗр тенкӗ укҫа панӑ. Каннӑ хыҫҫӑн ҫӳҫӗме тураса якатрӑм, тасалтӑм та аялти хута чей ӗҫме антӑм. Ҫамрӑк та янравлӑ сасӑ кашнин хӑлхинчех чылайччен янраса тӑчӗ. Вӑл — лутака, мӑйӑхлӑ, пӗчӗк кана пустав ҫӗлӗк, брезент шӑлавар тӑхӑннӑ. Анчах ӑна каласа панӑ картина таҫта стенасен хушшинче вӗҫӗмсӗр тавракурӑмра палӑри-палӑрми тӑрать. Кардинал ун ҫине пӑхса илчӗ. Чӳрече анинчен каллех ҫамрӑк ҫын сасси илтӗнет. — Эсӗ чансене сас тӑрӑх уйӑраятӑн-и? Куратӑр ӗнтӗ, мӗн тери хӑрушӑ вӑхӑтра пурӑнатпӑр эпир! Ҫав самантрах хама мӗнле тутлӑ, аван сисӗм-туйӑмсем ҫавӑрса илнине ниепле каласа пама та пултараймастӑп. Эпӗ унӑн аллине тытса тутасем патне илсе пытӑм, ӑна ӳкӗнӗҫ куҫҫулӗпе йӗпетсе пӗтертӗм. Шалти иккӗмӗш хӳмин тӗкмисене ҫын пуҫӗсемпе «илемлетни» тыткӑнрисен сехрине хӑпартрӗ. Хӑй тавра никама та курмарӗ пулин те, вӑл сиксе тӑрса, васкаса ыйтрӗ: — Мӗн кӗрлет ҫавӑ? Январь пуҫламӑшӗнче, Кӑнтӑр ҫурчӑмӑрӗнче ҫу кунӗсем тӑнӑ чух, урӑхла каласан, промысла вӑхӑчӗ иртиччен чылай малтан, Халл капитанӑн сунара чарӑннӑ вырӑна пӑрахса кайма тиврӗ. Эпӗ хӳме тавра ҫаврӑнтӑм та, пӗрене пуҫӗсем ҫине пусса, картиш тепӗр енчен, кӗл купи выртакан тӗлтен, каҫса кӗтӗм. — Мӗнле апла? Ась? Анчах хамӑн телее, вӑл мана мӗнле те пулин сиен тӑвиччен эпӗ ун хырӑмне касса ҫурма ӗлкӗртӗм. Эпӗ, тӑрӑшса ҫырнипе, чӗлхене ҫӑвар айккине перӗнтерсе, сӗтел хушшинче ларатӑп, патаксем тӑватӑп. Ака пӗр латак, тепре, виҫҫӗмӗш, ҫӗрмӗш, пинмӗш. Тӗсрен хӑй… Аллине вӑл шыв тултарнӑ тӑм кӑкшӑм тытнӑ — мӗн те пулин пулсан, кирлӗ пулма пултарать; сулахай хулпуҫҫийӗ ҫине хирурги инструменчӗсемпе бинтсем чикнӗ сумка ҫакса янӑ. Пистолет пени кӗрлесе кайрӗ; Иманус такам хӑрушшӑн кӑшкӑрнине хавасланса итлерӗ. Солохӑна курма май пулнишӗн савӑннипе, ҫурӑмӗ те ытлах ыратман пек туйӑнчӗ ӑна, урамсенче ҫил-тӑман уланине пӑхмасӑрах шартлатакан сивве те туйми пулчӗ вӑл. «Ӑса ҫухатман-ши, чӑнлӑха туйма пӑрахман-ши эпӗ, «Пилигрим» тахҫантанпах йӑнӑш ҫулпа пыман-ши?» — текен шухӑшпа пуҫне ватрӗ Дик Сэнд. Говэн пӗр сӑмах та хирӗҫ чӗнмерӗ, пулас пысӑк ӗҫ пирки шухӑша кайнӑ Симурден тухса кайрӗ. Шутласа пӑх-ха, мӗн вӑл ҫын, а? — Хулленрех эсӗ! Вӑл Эмиле ыранхи кун пӗрле ҫӳреме чӗнме чухласа илнӗшӗн хавасланчӗ; Эсир хӑвӑрӑн акӑлчансен ваттисем: «Ан ыйт, — ыйтмасан сана никам та суймӗ» тесе каланине пӗлетӗр ӗнтӗ. Кольхаун мӗн хӑтланнине сунарҫӑ акацисен хӳттипе вӑрттӑн сӑнаса пӑхса тӑнӑ. Унта вӑл хӑйӗн садне пӑхса ҫаврӑнчӗ, каснӑ черешньӑ тункатине асӑрхарӗ, кулкаласа илчӗ, каялла ҫаврӑнчӗ, садсемпе ҫаран хӗррипе тухса хулан аслӑ урамнелле утрӗ, ҫавӑнтан К. хулине каймалли ҫул иртет. Эпӗ, святой атте, турӑ престолӗ умне таса пурнӑҫ тата ҫылӑхсӑр та вӑрттӑн намӑспа асапланман чун парнине илсе пыма пултарсанччӗ… — «Ҫук, эпӗ каламан». Калатӑп вӗт-ха сире, пӗр вӑхӑтра Петербургра ҫавӑн ҫинчен кӑна калаҫрӗҫ тесе, — терӗ Гальцин, кулкаласа. Ҫак хушӑра вал фортепьяно ҫумӗнчен сиксе тӑчӗ те чӳрече янаххи ҫине, Калугин патнерех пырса ларчӗ: — кулса вилӗн. Ултӑ ҫын каллех шӑпӑрт пулчӗҫ. Качча тухма вӑхӑт, тата аван ҫурта, Лукашкӑна качча тухмалла». — Ав, епле селӗм тумпа эсӗ, калама та ҫук! — тет вӑл. Полицине лекес-тӑвасси ӑна темӗскер пек туйӑннӑ, — ун пек кун пеке ашшӗ нихҫан та каҫарас ҫук. — Илтетӗп! — тавӑрчӗ Петр, вара, тем аса илме тӑрӑшнӑ пек пулса, каллех шӑпланчӗ. — Атте-аннесене тӗнчере пурӑнма лайӑх! тесе шутлатӑп эпӗ. Калас пулать, ҫав самантра унӑн пуҫӗнче те: «Тен, Макар тӗрӗсех тунӑ пулӗ? Хамӑн Анисья вилсенех эпӗ, ҫылӑхлӑ этем: «мухтав турра, пӗрре хам ирӗккӗн лӑпкӑн-шӑппӑн пурӑнам-ха!» терӗм. — Ырӑ сун мана, — кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Базаров: — паян июнӗн 22-мӗшӗ, манӑн менельник кунӗ. Павкӑпа Климка ура ҫине сиксе тӑрса хӳме патне чупса пычӗҫ. Ҫырусене аптекарьсем анчах ҫыраҫҫӗ… — Эй, турӑ! — шиклӗн пӑшӑлтатса хашлатнӑ Игнат, пыра капланнӑ сехӗрленӳ сывлӑша пӳлнине туйса. Акӑлчансем пирӗн ямшӑксенни пек хӗллахи кулӑшла пысӑк ҫӗлӗк те симӗс балахон тӑхӑннӑскерсем манран иртсе кайрӗҫ, ҫав балахонсенченех курӑнать ӗнтӗ вӗсем пирӗн хӗле пӗлменни, тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ. Шанчӑклӑ алӑпа вӗҫертсе янӑ карӑнчӑк хирлӳ евӗр — тӗлӗрекен ӑслӑх-тӑнлӑхӑн материйӗ те пӗлӳ алли туртса перекен кӑмӑл ҫирӗплӗхӗн ҫӗмренӗпе пеме пултарать. Ҫынсемпе хутшӑнман, пӗтӗм тӗнчепе килӗштермен пек курӑнакан Кукушкин та хӑйӗн амӑшӗнчен, таҫтан Барнаултан, ҫырусем илсе тӑнӑ. — Эпӗ сирӗн беседкӑна чулсемпе пенӗччӗ, — тесе каласа патӑм эпӗ. Ӑна вилнӗ тесе никам та шухӑшламан, манӑн ҫакӑн ҫинчен калас шухӑшӑм та пурччӗ ӗнтӗ, анчах та вӑл каллех кӑшкӑрса ячӗ: — Эпӗ пурӑнатӑп-ха! — Эх, батюшка, — терӗ вӑл, ман ҫине питӗ ӑшшӑн пӑхса, — кӗтме мар, эпӗ халь шухӑшлама та пултараймастӑп. Тавар илекене ӗнсинчен ҫилле куҫпа пӑхса приказчик калать: — Турӑ ҫырӑвӗ вӑл пурте пӗр пек аваллӑхлӑ, турӑ хӑй сӑмахне улӑштарса хӑтланман… Ӑна асаттесем, асаттесен ашшӗсем кӗлтуса пурӑннӑ… Ҫӗрлехи ҫил пит-куҫӗнчен пырса ҫапрӗ. Старикӗн сӑмса ҫунаттисем выляма тытӑннине кура, Воропаев калаҫӑва лӑпкӑрах япаласем енне, эрех тӑвас ӗҫ ҫине куҫарма тӑрӑшрӗ. Вӑл пуҫне аяккалла пӑрчӗ. Эпӗ вӑл мӗн сӗннине ҫав самантрах кучера каласа патӑм; Прорыв тунӑ вырӑн тӗлӗнче эскадрилья хыҫҫӑн эскадрилья улшӑнса тӑчӗҫ. Тӳрлетӳсем питӗ нумай тӗрлӗ пирки тата вӗсен хаклӑхӗ пӗр пек мар пирки, ман шутпа, вӗсене виҫӗ категорие уйӑрма юрамалла. Апла пулсан, пирӗн рабочи клас производство орудисемпе хатӗрӗсемсӗр тӑрса юлнӑ клас пулма мар, пӗтӗмпех урӑхла, вӑл вӗсене пӗтӗм халӑхпа пӗрле тытса тӑрать. Алексее асӑрхаман пек пулса, вӑл сӗтелӗнче нумайччен чакаланчӗ, хут папкисене кӑларса хӑй умне саркаласа хучӗ, такам патне телефонпа шӑнкӑртаттарчӗ, хӗрарӑм-секретарьпе «личнӑй ӗҫсене» мӗнле номерласа пырасси ҫинчен тӗплӗн калаҫрӗ, унтан таҫта тухрӗ те час таврӑнмарӗ. Васкас пулать. — Н-ну? — сассине хӑпартрӗ Шульгович. Вӑл ӑна икӗ аллипех ыталаса илчӗ, хӑйӗн ҫип-ҫинҫе ҫӳҫ пӗрчисемпе унӑн пит-куҫне кӑтӑклантарса та пичӗ ҫӑмарти ҫинелле вӗрин сывла-сывла пӑшӑлтатрӗ: — Эсӗ мана ӑнланмарӑн. Пач урӑххиччӗ манӑн. Карл Иваныч кӳренӳпе ҫакнашкал япаласем ҫинчен вӑрахчен калаҫрӗ: ӗлӗк хӑй пурӑннӑ темле генерал патӗнче унӑн ӗҫне тивӗҫлипе хаклани ҫинчен аса илчӗ (кунашкал сӑмахсене илтме мана питӗ йывӑр), Саксони, хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑйӗн тусӗ Schönheit ҫӗвӗҫ ҫинчен те — тем те, тем те каларӗ. Павка ку тӗкӗр пек тӑрӑ шыв ҫинче ларакан хӗрӗн сӑнне лайӑхах курать. Хӗр кӗнеке вулать, Павка ҫакланнӑ вӑлта ҫиппине хуллен туртать. Апла ан пултӑр! Ҫавӑн хыҫҫӑн тин вара вӗсем расна конвойпа малти лини патнелле кайма пултараҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче полк лагере тухса кайрӗ, вӑл ҫулсеренех пӗр ҫӗрте вырнаҫса тӑрать, хуларан икӗ ҫухрӑмра, чукун ҫулӑн тепӗр енӗнче. Вӑл Павел патне пычӗ те, пуҫне усса, пӳрнипе сӗтеле чакаласа, темле ачалла, пӗртте хӑй пек мар, хурлӑхлӑн каласа хучӗ: — Парӑр эсир мана пӗр-пӗр йывӑр ӗҫ, тӑвансем! Ун чухне вӑл хӑрас-тӑвасси ҫинчен те шухӑшламарӗ, ӑна тӑвӑр блиндаж та тӑвӑррӑн туйӑнмарӗ, йывӑр сывлӑш ҫаврӑнса тӑни те ӑна йӗрӗнтермерӗ. Вӑл ача пекех хӗпӗртесе йӑл та йӑл кулса ларчӗ. Анчах хӗненине, тивӗҫлишӗн хӗненӗ пулсан та, манма йывӑр пулнӑ. Петр Артамонов ҫакна та лайӑх пӗлнӗ. Манӑн вӑл еннелле кӑмӑл туртнӑ пулсан, эпӗ тахҫанах наркоман пулнӑ пулӑттӑм, — терӗ. Темӗскер, питех мар вӑл… — тенӗ. Трубкӑра самантлӑха каллех сасӑ илтӗнмерӗ. Ашшӗне ку хӑйне ҫапнинчен те хытӑрах ыраттарать. Вара Алексей каллех комиссар Воробьев — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ҫырусем, сӳннӗ ҫӑлтӑрсен ҫутисем пек, пирӗн пата ҫав тери нумай вӑхӑт хушши килни ҫинчен каланине аса илчӗ. Ҫакӑн пек вӑхӑтра кам ӑна Соколов патне яма пултарнӑ? Эсӗ мана хӑвӑн Соломону ҫинчен ан кала, Гек, эпӗ ӑна сансӑрах пӗлетӗп. — Мӗнле пурӑнма шухӑшлатӑн, гражданин Гаев? Вӑл час-часах тӑшман парӑнмалли ҫак кунсенче хӑйӗн корпусӗпе мӗнле те пулин нимӗҫ хулине пырса кӗресси ҫинчен шухӑшласа илет; хулана пырса кӗнӗ хыҫҫӑнах питӗ вирлӗ ӗҫлеме тытӑннӑ пулӗччӗ вӑл. — Ҫак япаласемпе тата хатӗрсемпе пирӗн инҫетри ҫулран нимӗн хӑрамалли те ҫук, — терӗ пичче. Сирӗншӗн мӗнле пек? Кайӑпӑр пӗрле, эпӗ сана витресемпе тутӑр татӑкӗсем ӑҫтине кӑтартӑп. Эсӗ килӗшетӗн-и, эпӗ халех, ҫак минутрах, санпа юлатӑп, киле те каймастӑп, килӗшетӗн-и? — Ирӗк парсамӑр! — сасартӑк хӗрӳленсе кайрӗ Николаев. Стайка хӑй куҫ умӗнчех мӗн пулнине ним ас тумасӑр пӑхса тӑчӗ. Хӑй шухӑшласа кӑларнисемпе мӑнкӑмӑлланса, амӑшӗ Софйӑна ҫирӗп те хаяртарах сӑн-питӗнчен чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. — Ефим тыттарнӑ пулмалла. Ҫуртсене уҫланкӑ хӗррипе тӑватӑ кӗтеслӗн туса лартма шутларӗҫ, варринче ӳлӗм костелпа шкул лартма шухӑшласа хучӗҫ. Ҫав ҫунакан япалапа танка тивертсе яма пулать, ав мӗнле ялкӑшса ҫунать вӑл! Градусӗ те пур унӑн. — Канӑр. Куҫӑм хуралса кайрӗ, пуҫӑм ҫаврӑнчӗ, пӗтӗм ҫамрӑк хӗрӳлӗхӗмпе ыталаса илтӗм те ӑна хам ҫума мӗн пур вӑйӑмпа чӑмӑртарӑм. Ирхине тӑватӑ сехетре Джим мана вахтӑна тӑма вӑратрӗ те ҫапла ыйтрӗ: — Гек, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн: пирӗн ҫул ҫинче корольсем татах тӗл пулӗҫ-ши? «Хӑнасем мар, хуҫасем вӗҫсе килчӗҫ!» — ача пекех савӑнса шухӑшларӗ Разметнов, пӳрт алӑкӗ патне ҫитсе тӑрсан. Ненецсем пурте пӗр харӑсах кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле кӑтартма пуҫларӗҫ, тухтӑр Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океан хӗррин пысӑк-пысӑк карттине юр ҫине ӳкерсе кӑтартрӗ. — Куратӑн-и, хӗрлӗ лента. Вӑл сана кача пӳрнипех пӗҫерккӗ пама пултарать. Бенкс, унӑн тусӗсенчен пӗри, Ботани-Бэйра колони тӑвасси ҫинчен Англи правительствине пырса каланӑ. Ҫак та Николай Антоныч хушнӑ ӗҫ ӗнтӗ! Ковалев майорӑн кашни кунах Невски проспектпа ҫӳрес йӑли пур. Ах, мӗнле ҫылӑх!» тесе шапӑлтатнине илтрӗм. Ну, ҫамрӑк ҫыннам, акӑ сире валли юлташ, — вӗҫмешкӗн кичемех пулмӗ. Ӑна, ӳсӗрскере, полицейскисем питӗнчен ҫупаҫҫӗ пек. — Вӑл мӗн, ухмаха ернӗ-и? — тесе ыйтрӑм. — Пирӗннинчен ялан эрех шӑрши кӗрет, Гек. — Ӗҫе пӗтермеллех пуль ӗнтӗ… Король пӗтӗм патшалӑхӗнче чи чаплӑ ученӑй тесе шутланать, вӑл философие, уйрӑмах математикӑна лайӑх вӗреннӗ. Ярӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн Глюмдальклич ман кимме хӑй пӳлӗмне йӑтса кайса типӗтме пӑта ҫине ҫакса яратчӗ. Вильсонпа Мюльреди ӑна пулӑшма хӑпарасшӑнччӗ, самантрах темӗн вӑрӑмӑш ҫын ӳкни курӑнчӗ. Тата мӗн кӗтет-ха мана малашне!.. Лешӗ те алӑ пусрӗ, унтан вилнӗ пекех шуралса кайнӑ Симурден ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхса ларакан Марат ал пусрӗ. Ака туса ирттернӗ хыҫҫӑн Гремячири ячейкӑн йышӗ икӗ хут ӳсрӗ: Титок патӗнче виҫӗ ҫул хушши батрак пулса пурӑннӑ Павло Любишкина, виҫҫӗмӗш бригадӑри колхознике — Нестор Лошилина тата Демка Ушакова парти кандидатне илчӗҫ. Николай Антоныч катаран ҫеҫ систерсе пуҫларӗ: — Воспитани факторӗсенчен пӗри тесе искусствӑна та яланах хисепленӗ… — Эпӗ вара, пытармасӑр каласан, эсир хирӗҫсе кайман-и тесеччӗ. Халран кайнӑскар, кӑшт та пулин сывлӑш ҫавӑрас тесе, мӑйӑр йывӑҫҫи айне ҫитсе ларчӗ. Эпӗ Сонечкӑна курманни виҫӗ ҫул; паллах, ман юрату тахҫанах сӗвӗрӗлнӗ, анчах чӗрере ача чухнехи юратӑвӑн хумхантаракан асаилӗвӗ чӗрех-ха. — Пит тӗлӗнмелле те! — Эсир ҫӗнӗ ректора пӗлетӗр-и? Ҫав хӗрлӗ ҫӳҫли те унта пурччӗ. Пӗрре, пит те ыйхӑ пусса илме тытӑнсан, вӑл ура ҫине сиксе тӑнӑ. Пӗр-ик хутчен курӑк ҫинче каллӗ-маллӗ уткаласа илнӗ. Унтан каллех выртнӑ та, пуҫне тӗмӗ айне пытарса, чӗлӗмне чӗртсе янӑ. Хупахҫӑ валашкипе витрине пуҫтарса илчӗ те каллех ун патне пырса тӑчӗ: — Эсир, кирек епле пулсан та кайма шутлатӑр пулсан, ман сӑмаха итлӗр, — терӗ вӑл. Ах, ҫак хӑрушӑ сӑна эпӗ нихҫан та манас ҫук! Мӗн тери пысӑк асап палӑратчӗ унӑн сӑнӗнче!.. Елена Инсаров патне ӳкрӗ. Тутар хӗрарӑмӗ ҫине пӑхса илес тесе ун еннелле ҫаврӑнсан, вӑл тутар хӗрарӑмӗ хӑйӗн умӗнче пӗркенчӗкпе витнӗ тӗксӗм гранитлӑ статуя пек тӑнине курчӗ, аякри шурӑмпуҫ ҫутийӗ унӑн вилнӗ ҫыннӑнни пек туйӑнакан куҫӗсене ҫеҫ ялкӑштарса илчӗ. — Кларечӗ кларет-ха вӑл, анчах усси ҫук унран, — ответлерӗ Кашкина, пысӑк шӑлӗсене кӑтартса. Анчах директорӑн магазина нимӗншӗн те килмелли ҫук, эпӗ ку унӑн хӗрӗ пулӗ тесе шухӑшласа илтӗм. Темиҫе вуншар ҫул каялла шутласа кӑларнӑ ҫулран ҫавӑн сарлакӑш пӑрӑннӑ та Уран планета. Унтан ҫав хӑрушӑ сӑмах час та часах илтӗнчӗ, унӑн ҫивӗчлӗхӗ мӑкалчӗ, амӑшӗн хӑлхишӗн вӑл ытти ӑнланмалла мар вуншар сӑмах пекех хӑнӑхнӑ сӑмах пулса тӑчӗ. Пур вӑрмансене те халӑх пухӑнать. Вара малалла каласа кайрӗ: — Ну, юрать-ха, кӗтӳ патне ҫитрӗм, йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхатӑп, курса тӑранма ҫук вӗт! — Хулара пӑлхану, — терӗ Тускуб. «Пичче калать: эпир тӗрӗс, тет», — шухӑшларӗ вӑл: «хамӑра хамӑр юратнине сирсе пӑрахсан, мана хама та вӗсем чӑнлӑхран пирӗнтен инҫерех пек туйӑнать, ҫав вӑхӑтрах мана вӗсенче темӗскер, пирӗнте ҫук япала, пирӗнтен лайӑхраххи пур пек туйӑнать… Вӗсенчен пӗри «Лиллибуллеро» юрӑ кӗввине шӑхӑрса ларатчӗ. Лётчик аманнӑ машина чӗтренине пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе туйрӗ, ӑна ку пӗрре те ҫӗмрӗлнӗ моторӑн юлашки чӗтревӗ пек мар, хӑйӗн ӳтне сивчир силленӗ пек туйӑнчӗ. Эпӗ апла та капла та хӑтланса пӑхрӑм, ҫапах та лартрӗ! — Пулма пултарать, анчах ҫине тӑрсах каламастӑп эпӗ. Илтетӗн-и? Ҫынсен пурӑнӑҫӗнче юрату тата ҫынсене хӗрхеннӗ пирки ырӑ туни мӗнле вырӑн йышӑнни ҫинчен тӑракан ыйту — хӑрушӑ та кӑткӑс ыйту — ман ума ҫамрӑклах тухса тӑнӑ. Малтан вӑл хамӑн чунра иккӗленӳ пуррине пӗтӗмӗшлӗн, анчах та ҫивӗччӗнех туйни пулнӑ, унтан татӑклӑн, пит те ӑнланмалла сӑмахсем ӑшне вырнаҫрӗ: — Юрату мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать-ши? Кӗлетре ҫывӑрасшӑн. — Аха, гаучо! — тесе кӑшкӑрса ячӗ майор. Нӑрӑ курма каяр-ха акӑ. Пире пурсӑмӑра та тени comme il faut пулма мӗн чухлӗ те пулин юрӑхлӑ пӗр курсри юлташсене пӗлтерет, паллах, ку шута Грап та, Семенов та, Оперов та, ниме тӑман господинсем те кӗмеҫҫӗ. Унӑн пӳрнисем халь ӗнтӗ ӑнланма хӗн «пьесӑсене» хӑнкӑртаттармаҫҫӗ, амӑшӗн чӗрине ирӗлтерсе, лӑпкӑ юрӑ, Украинӑн тунсӑхлӑ думка кӗвви, йӗре-йӗре, тӗттӗм пӳлӗмсенче янӑрарӗ. Пӗррехинче ҫапла Разметнов, тӑрӑхласа, куҫне хӗссе, Давыдова пӗтсе кайнӑ питӗнчен тинкерсе пӑхрӗ те каларӗ: — Ырханлансах пыратӑн-и, Сема? Мана курсан, вӑл хӑйӗн пуҫне чепец айӗн чӑлха йӗппипе хыҫса илчӗ те сасартӑк манран ҫапла ыйтрӗ: эпӗ ӑна пӗр заявлени ҫырса пама пултараймӑп-и? Кунтан ниҫта та каймастӑп! — тесе пат татса хучӗ, чарӑнса тӑмасӑрах, малалла утрӗ. Пурӗ те пӗрин ҫинчен — уретникпе ҫыхланса хӑйсене хӳтӗлеме хӑтланни ун никама пӑхӑнман кӑмӑлне пӑлхатса янӑ та, вӑл ӗнтӗ, тарӑхнӑскер, мана ҫавӑншӑн каҫарма пултараймасть, тесе шутласси ҫех юлнӑ. Мӗн пулчӗ сире? Художник хушӑран темле таса, иккӗлентерекен тӗспе витӗннӗ тӳпене пӑхкаласа илчӗ, кашни пӑхмассерен унӑн ҫӑварӗнчен: «мӗнле таса тӗс!» е «тарӑхтарать, мур илесшӗ!» тенӗ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ. Мӗнле шухӑшлатӑр эсир, калӑр-ха? Анчах йӗтес хыҫӗнче алӑк пур. Ну, эппин, вуласа пар, итлесе пӑхам! — Ман чунӑмшӑн хӑвӑрӑннинчен ытла та чӑрманӑр. Вӗсем ҫутӑ-хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ ҫара ҫан-ҫурӑмӗсем, пит ҫӑмартисем ҫинчи татуировки, пуҫӗсем ҫинчи вут тӗслӗ тӗксӗм, аллисенче йӑлкӑшакан хӗҫпӑшал пулни — ҫакӑ пурте тискер те хӑрушӑ вӑй ҫинчен пӗлтерет. Кам панӑ вара ӑна ун пек ят? «Ачсем, малалла! Утма пултаракансем пурте пырӑр. — Пыратпӑр. Лашасене ывӑнтарса ӳкерсен — ответне эпӗ тытатӑп, факт! — Анчах хутор тӑрӑх ҫӳремелле мар, атту казаксене сыхлӑ пулма сӑлтав паратпӑр, ҫавӑнпа пытанса ларас пулать. Хупланнӑ куҫ хупанкисем чӗтрекелеҫҫӗ, — вӑл, ахӑртнех, тӗлӗк курать. — Ӗнер пирӗн патра Сергей Константинович пулчӗ, акӑлчансем темӗн ӑссӑрланни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫав ҫын ятне калама, ӑна аса илме, ун ҫинчен калаҫма ӑна питӗ асаплӑ пулчӗ — эпӗ ҫакна куртӑм. Санин пирвайхи кун паллашнӑ хыҫҫӑнах Леноре фрау кӑмӑлне кайнӑ; Санин хӑй кӗрӳшӗ пулас шухӑш ӑна текех хӑратман ӗнтӗ, ку шухӑш ӑна кӑмӑла та кая пуҫланӑ, ҫапах та вӑл хӑйне кӳреннӗ пек… кӳреннӗ пек те мар, шухӑшлӑрах пек кӑтартма тӑрӑшнӑ. Вӑл пулмасан, кам-ха тата ҫул ҫине тухса иртен-ҫӳренсене тытса чарса ухтармалла? Кӗнекесенчи пачӑшкасем те эпӗ пӗлекеннисем пек мар, — вӗсем кӑмӑллӑрах, ҫынна хӗрхенерех пӑхаҫҫӗ. Бухта ҫилсенчен аван хӳтӗленсе тӑрать пулсан та хумсем меслетсӗр вӑйпа киле-киле ҫапаҫҫӗ. Ҫӗрӗпех ҫилпе уҫӑла-уҫӑла хупӑнакан кантӑк хупписем чӗриклетни Макара тӗлӗкре музыка евӗр илтӗнчӗҫ, пӳрт ҫине витнӗ хӗҫтимӗр кӗмсӗртетни — лаша чӗрнисем тӑпӑр-тӑпӑр тӑпӑртатса пынӑн туйӑнчӗҫ… Николаев кӗнекесем, атлассемпе чертежсем хурса тултарнӑ сӗтел патӗнче, вӗсене тӳртӗн ларатчӗ. Мӗскӗн Марья Ивановнӑн, сирӗнсӗр пуҫне, никам хӳтӗлекен те, йӑпатакан та ҫук ӗнтӗ», — терӗ пуп майри мана ӑсатнӑ чух. А эпир ҫулталӑк ытла ҫапӑҫатпӑр, ҫапах та аптрамастпӑр-ха, тӑшмана хӑйнех хӗнетпӗр. Луиза Пойндекстер креолка пулнӑ, ҫавӑнпа калама та кирлӗ мар пулӗ: ун ҫӳҫӗ тӗксӗмрех тӗслӗ тата кӑпӑш пулнӑ, негритянка айванла, анчах питӗ тӗл каланӑ пек, вӑл чӑнах та, испански мӑк пекех, кӑпӑш пулнӑ. Анчах, шампански нумай ӗҫнӗ пирки пулас, эпӗ хама айӑплӑ тесе шутларӑм, ҫак господина нимле йывӑр сӑмах та каламарӑм, пачах урӑхла: ман тутасем калама ҫук йӑвашшӑн хушаматӑма тата адресе каларӗҫ. Фортӑн эспланади ҫинче темиҫе салтак вӑрҫӑ вӑййисене вылянӑ. — Э, Г. летчик-и? — терӗ вӑл саламланӑ май. Хӑй ҫине тапӑнса пыракан пӗлӗтсенчен тасалнӑ хыҫҫӑн, уйӑх виноград сӑртне ҫутатрӗ. Шӑршлать… — Ҫук, ӗҫетӗр эсир. — Есть — терӗ Костя, хӑй службӑра ответлеме хӑнӑхнӑ пек, хавассӑн та уҫҫӑн. Марийка питне саппунӗпе шӑлса типӗтнӗччӗ ӗнтӗ. Пирӗн Ҫӗр те планета-и вара? Малта Розеллисен кондитерскийӗ курӑнса кайрӗ. Пӑлан тытакан пит пысӑк йытӑ ҫапӑҫнӑ ҫӗре чупса килчӗ. Хыттӑн вӗрсе, чӑтлӑх витӗр сиксе тухрӗ вӑл. Катя ҫинчен. Пытарӑр мана ӑҫта та пулин хӑвӑр карапӑр ҫинче. — Начарах мар, — терӗм эпӗ, сӑмах мана ҫывӑх япала ҫине куҫнипе хӗпӗртесе. — Уччильнике каймалла-и? — именчӗклӗн ыйтнӑ Фома. Пуҫне вӑл ҫул ҫинче тӑхӑнакан кепка, урисене сӑран гетрпа тӗреклӗ сарӑ ботинка тӑхӑннӑ. — Ҫук. Ку тӗнчере телей тупма йывӑр, тенӗ ӑна дервиш. — Ӗлкӗретӗр-ха халь, хама ӗненӗр, — терӗ вӑл. Анчах старике урӑхла ан ӗнентерӗр. Эпӗ ку таранччен иртсе килнӗ ҫулӑн хӑрушлӑхӗсемпе каялла тавӑрӑнмалли ҫул йывӑрлӑхӗсем ҫинчен те пӗтӗмпех манса кайрӑм: тепӗр ҫын тунӑ ӗҫе эпӗ те тӑвасшӑн пултӑм, этем тума пултарнӑ ӗҫе эпӗ хам та тума пултарассӑн туйӑнать. Эпӗ халиччен нихӑҫан та ҫавӑн пек хӑрушӑ сӑн-сӑпат курманччӗ. Мӗншӗн-ха эсир пӗрле?.. Разметнов йӑл кулса ячӗ, ӑна ӑнланса куҫ хӗсрӗ, Давыдов пуҫне сӗтел ҫинелле пӗкрӗ, Макар шурса кайнӑ сӑмси ҫунаттисене карӑнтарса хучӗ, унӑн тӑрӑ мар куҫӗсенче тилӗрӳ ҫиҫсе ялкӑшрӗ: — Эсӗ, шӑхличӗ, мана вӗрентсе ларма тата тӗртсе калаҫма ҫамрӑкрах-ха халь! Тепре тата: вӑл мар пуль тетӗп — мӗншӗн-ха унӑн тӑвалла каяс? Лассона вӗҫертнӗ Зеб Стумппа калаҫнӑ хыҫҫӑн, ҫамрӑк креолка хӑй пӳлӗмне кайрӗ те, мадонна умне чӗркуҫленсе ларса кӗл тума пуҫларӗ. Павел хыттӑн пукан ҫине ларчӗ. Каҫхи апат хыҫҫӑн, ҫийӗнчех, Николаев, хӑй наукисемпе тӑрӑшса, ҫине тӑрса аппаланнӑ пекех, пит пикенсе те нумай ҫинӗскер, анаслакалама пуҫларӗ те, юлашкинчен уҫҫӑнах асӑрхаттарчӗ: — Господасем, мӗнех калӑр, минутлӑха ҫывӑрма кайса пӑхсан еплерех-ши? Апла та пулма пултарать, капла та пултарать, анчах пӗр япаларан тӗлӗнмелле: халь ӗнтӗ вӑл ҫул тӑршшӗпех ытларах пуҫран шухӑшласа кӑларнӑ ӗҫсем ҫинчен кала-кала пачӗ, чӑн пулса иртнисем ҫинчен пач шарламарӗ. Юлашкинчен Павел Туфтӑпа мӗнле калаҫни ҫинчен те каласа пачӗ. Ку пурне те ҫилентерсе ячӗ. — Мӗн тӑвать вӑл? — тенӗ Луиза шӑппӑн. Эпӗ ҫакна ҫеҫ куратӑп — вӑл вилет. Мӗнле ҫухалнӑ-ха вӑл, Лиза? Мирон халь ӗнтӗ пачах та купец ывӑлӗ тӗслӗ пулман; ырхан, мӑн сӑмсаллӑ, куҫлӑхлӑ, ылтӑнланӑ тӳмеллӗ, хулпуҫҫисем ҫине темле кукрашкасем ҫыпӑҫтарнӑ куртка тӑхӑннӑскер, вӑл мировой судья евӗрлӗ пулнӑ. — Астӑвӑр! — ӳпкинче мӗн вӑй ҫитнӗ таран кӑшкӑрчӗ майор. Сарӑ каччӑ Фома ҫине тӗлӗнӳллӗн пӑхса илнӗ те:— Апла, Атӑла ӗҫсе ярас мар-и пирӗн? — тесе ыйтнӑ. Анчах ун пек пуласса шанма ҫуккине паян ӗнентӗм. Тек-с… Чурасене пурне те сутса пӗтерменччӗ-ха, илекенсем чурасене пӗр-пӗринчен Лондонри биржа маклерӗсен хак ӳстермелли кунхи хӗрӳлӗхӗнчен те ирттерекен хӗрӳлӗхпе турта-турта илетчӗҫ. Документа хам тупнӑ пулсан, сирӗн ӑнланса илни мана арпаштарса яман пулсан, эпӗ ҫакӑн пек каҫарусӑр йӑнӑшса нихӑҫан та туман пулӑттӑм! — Ӑҫта пултӑн эсӗ, Маша? — ыйтрӗ Кирила Петрович. — Эпӗ, джентльменсем, ҫак картӑ сиртен хӑшӗн патӗнче сыхланса тӑнине пӗлместӗп, — терӗ малалла капитан. — Эпӗ ӑна манран та, мистер Эрроуран та вӑрттӑн усрама ыйтатӑп. Пирӗн ҫынсем каллех яла кӗнӗ, каллех лӑпкӑ, ӑшӑ, хӗпӗртемелле пулса кайнӑ, каллех тислӗклӗ ҫул курӑна пуҫланӑ, каллех сасӑсем, юрӑсем илтӗнсе кайнӑ, каллех йытӑ вӗрсе янӑ. Вӑрман енчен башня патне, ӗлӗкхи пекех, пырса кӗме май ҫук, анчах тӳремлӗх енчен ун патне ҫӑмӑлах пырса кӗме пулать. Танкӗсем ҫаплах-ха халӑх ушкӑнӗ патнелле ҫывхараҫҫӗ, ҫаплах-ха икӗ енчен те пулемётсемпе ҫунтараҫҫӗ. — Ну, эс пит ан хӑрлат, унсӑрӑн пырса та тивӗ… Акӑ мӗн кирлӗ халь ӑна. Ҫак ҫамрӑк пӑру хӑйне кӳрентернипе вӑл вӗресе чӗтресе кайрӗ, хӑйпе калаҫнӑ чухне ҫын вырӑнне шутламанскер, халӗ ӗнтӗ ӑна вӑл — унӑн таса сенкер куҫӗшӗн, хӗвелпе пиҫнӗ сывлӑхлӑ сӑн-пичӗшӗн, кӗске те ҫирӗп аллисемшӗн, унӑн таҫта ялӗ пуршӑн, ялта кил-ҫурт тытнӑшӑн, пуян мужик ӑна хӗрӗ патне киле кӗртсе кӗрӳ тума чӗннӗшӗн, — унӑн мӗнпур иртнӗ тата пулас пурнӑҫӗшӗн, пуринчен ытла ҫак ача, Челкашпа танлаштарсан, пӗчӗкҫӗ ача, — ирӗклӗх хакне пӗлменскер, тата ку ирӗклӗх ӑна хӑйне нимӗн тума та кирлӗ мар пулин те — ирӗке юратнӑшӑн, халӗ ӑна курайми пулса тӑчӗ. Тӑваттӑмӗш ҫын пӗр курка кофе ыйтрӗ; халь хакне Панталеонерен пӗлчӗ (Эмиль Клюбер господин магазинӗнчен ҫаплах таврӑнмӑн-ха). Саккӑрмӗш пӗлӗт ҫумне ытти мӗнпур ҫӑлтӑрсем ниҫталла тапранми ҫыпҫӑннӑ. Йӗри-тавра хупписем вистенсе кайнӑ ҫирӗксем тутӑх тӗслӗ чӗрӗ сӗткӗн юхтарса лараҫҫӗ. Каҫ пулса вунпӗр сехет ҫитсен, экспедицине каякансем пурте яхтӑн борчӗ ҫине пуҫтарӑнчӗҫ. Стефчов унран тепӗр хут ыйтрӗ. — Кӗртмесӗр, — терӗ Павел кӑмӑллӑн. Телей пултӑр, — Комиссар, ыратнине ҫӗнтерсе, ӑна хирӗҫ туртӑнчӗ. Эпӗ анчах ӗнтӗ ун патне ҫывхарайми пултӑм. Кӗсрене йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнсан тин вӑл ҫак выльӑх мӗншӗн кун пекех тӗлӗнмелле хӑвӑрт ырханланса кайнин сӑлтавне тупать: кӗсрен, шуйттан пӗлет-и мӗнле, пӗр аяккинелле намӑссӑррӑн пӑрса хунӑ мунчала хӳри айӗнчен, шӑхӑрса та чашкӑрса, ирсӗр шӑршлӑ сывлӑшпа шӗвӗ тислӗк пӗрчисем сирпӗнсе тухаҫҫӗ. — Паян апрелӗн ҫирӗм тӑххӑрмӗшӗ. Паян вӑл ҫуралнӑ кун. Симурден чӗринче икӗ ҫын пурӑнать: пӗри — ҫемҫе кӑмӑллӑ, тепри — хаяр, тархасласа та ӳкӗте кӗмен ҫын, вӗсем халӗ иккӗшӗ те кӑмӑллӑ, мӗншӗн тесен Говэн хаяр ҫар пуҫлӑхӗ кӑна мар, тӑшмансене хаяррӑн тавӑракан та иккен. Сӑрӑ сюртук тӑхӑннӑ кӗмӗл ҫӑлтӑрлӑ чиновник, таможньӑра ӗҫлекенскер, вӗсен япалисене хыпаласа пӑхрӗ, унтан: «Йӗркеллех!» — тесе пӗлтерчӗ те алӑк еннелле тӑсса кӑтартрӗ. Вӗсем, кашниех хӑйӗн майлӑ шухӑшласа, темиҫе утӑм турӗҫ. — Эсӗ мана чарса тӑраймӑн, Елена, эпир пӗрле утӑпӑр. Павел швабра тытнӑ та унпала мазутла тата ҫупа вараланса пӗтнӗ урайне мӗнпур вӑйӗпе пусса ҫӑвать. — Ку сана ытларах кӑмӑла кайнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ, сана ҫав кӑмӑла килекен компание хупса лартас пулсан… Ураран пуҫласа пуҫ патне ҫитиех хӗҫпӑшалланнӑ Гленарванпа унӑн юлташӗсен ҫутӑличчен черетпе хурал тӑмалла. Танк пӗр енчен тепӗр еннелле ыткӑна-ыткӑна илчӗ, сиккелеме тапратрӗ, тискеррӗн мӗкӗрсе ярса, урнӑ пек ыткӑнчӗ, сӑртсем ҫинелле сике-сике хӑпарса, ланкашкасене ана-ана кайрӗ, анчах вут-ҫулӑмӗ ӑна пурӗпӗр, тискер кайӑк пек, чӗрнисемпе пӑталаса илсе, пӑвса, ҫӗнтерсех пырать, ирӗке ямасть… Хӑраса, пӗр куҫ сиктермесӗр тинкерсе тӑчӗ вӑл хӑй ҫине чӗрӗ ҫын куҫӗсемпе пӑхакан портрета. Чӗрем юнпа ҫӑвӑнать; ҫырма тӑрӑх ҫӑра курӑк хушшипе шуса иртрӗм те, — пӑхатӑп: вӑрман пӗтрӗ, темиҫе казак уҫланка учӗсене уттарса тухрӗҫ, ҫатантах манӑн Карагез та тӳрех вӗсен умне сиксе тухрӗ, ак хайхисем пурте кӑшкӑрашса ун хыҫҫӑн ыткӑнчӗҫ: темӗнччен хӑваларӗҫ вӗсем ӑна, уйрӑммӑнах пӗри ик-виҫӗ хутчен те кӗҫех ӑна йӑлмакпа тӑхӑнтартса тытатчӗ; эпӗ сехӗрленсе ӳкрӗм, пуҫӑма усрӑм та кӗл тума тытӑнтӑм. Ҫав пӳтсӗрскер тӗкӗре ҫӗмӗрсе хӑварнӑ, пепельницӑна катса пӑрахнӑ. Пичӗ ун шуранка пулнӑ, тути — йӑм-хӗрлӗ хӑю евӗр; хумлӑ-хумлӑ ҫӳҫӗ тӗм-хура, унра, Аэрмон хысакӗн тӗксӗм тӳпинчен ӳкекен ту шывӗсен кӗмӗл ҫипписем пек, кӑвак тӗс — ӑслӑлӑх эрешӗ — йӑлтӑртатнӑ; Ассири патшисен йӑлине вӗтӗ-вӗтӗ йӗрсемпе пӗр тикӗссӗн пӗтӗрттере-пӗтӗрттере кӑтралатнӑ хура сухалӗнче те кӑвак пӗрчӗсем ялтӑранӑ унӑн. — Ҫул ҫине тух, ҫул хӗррипе аташса ан ҫӳре! Нумай шухӑшласа тӑмасӑр тата хӑйӗн юлташӗсене вӑратмасӑр вӑл, ҫӗр ҫийӗпе дикарь пек шуса кайса, часах ҫӑра курӑксен ӑшне кӗрсе пытанчӗ. «Унпа урӑх нихҫан та тӗл пулас марччӗ, ҫакна тума эпӗ пултаратӑп», — шухӑшларӑм эпӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫӗ чылай начарланнине ӑнланма пуҫларӗ. Кӑштах шутласа тӑнӑ хыҫҫӑн вӑл, ванта йывӑррӑн ярса тытрӗ те, суранлӑ урисене йӑнӑшса сӗтӗрсе, майӗпен ҫӳлелле улӑхрӗ. Сылтӑмра хӑва тӗмӗсемпе йӑмрасем ҫавӑрса илнӗ пӗве. Сулахайра вӑрман пуҫланса каять. Ҫавӑнпа вӑл мӗнле те пулин океана юхса тухакан шыв патне ҫитме ун тӑрӑх юхӑма май сулӑпа анма тӑрӑшатех. — Ҫапла, — ассӑн сывларӗ Негоро, — анчах тӗттӗм трюмра вӑтӑр кун… — Лайӑх! — пуҫӗпе сулса илчӗ Егор. Кӗлпе шлаксем те, яка вӗтӗ чулсем те хӑпарма чарӑннӑ. Ҫул ҫинчен килнӗ хыҫҫӑн тапак туртса ларнӑ хушӑра ӑна полкри тӗрлӗрен ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗҫ. Вӑл диван ҫине Фомаран пӗр-икӗ утӑм аяккарах ларнӑ. Уйӑх ҫутинче ун умӗнче тӑракан хӗр пичӗ ҫиҫкелесе илет… — Касса пӑраха-а-ап! — шӑлӗсене катӑртаттарса кӑшкӑрчӗ Бек-Агамалов. Вӑл мана алӑран тытрӗ те чуптутарас тесе хӑйӗн аллине ман тутасем патне ҫӗклерӗ, унсӑрӑн эпӗ ҫакна пачах туман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен апла тума кирлӗ тесе вуҫех шутламанччӗ. Лешӗн сӑнӗ шуралса кайрӗ, анчах хӑй лӑпкӑ тӑрать. Ыррине ӑна шухӑшласа кӑларман-ха, акӑ мӗн! — Мӗне кирлӗ пулнӑ-ши вӑл ӑна? Каласамӑрччӗ, тархасшӑн. — Эпӗ те халь кӑна Оттерберк йӑмӑка ҫавӑн ҫинчен каларӑм, вӑл тунас ҫук. Павел алӑк патне пырса ӑна аллипе тӗртсе уҫрӗ те:— Кам унта? — тесе ыйтрӗ. Халӗ ӗнтӗ эпӗ вӗсене пӗр пӑркаланмасӑр тытса тӑччӑр тесе анчах калама пултаратӑп. — Ыран Вырлишницӑ урлӑ тарӑпӑр. Тӑр-ха эсӗ, турӑ ылханнӑскер! — Пилӗк пине яхӑн… — Эсир ана ӑҫтан пӗлетӗр? Ҫавӑнтан вӑл пӗртте тӗлӗнмерӗ, лӑпкӑ сасӑпа мана каларӗ: — Тӑван-ҫке, мухтанмасӑрах калатӑп, мана ют ҫынсем те юратаҫҫӗ, мухтав сана, турӑ амӑшӗ! Телее пула, тата кӑштах тӑрсан сулӑ темле йывӑҫ ҫине кӗрсе кайрӗ те ун турачӗсемпе ҫыхланса ларчӗ. Йывӑҫ тӗмӗсене хӑюллӑн уҫрӑм та, сасартӑк хам умра питех пысӑк кашкӑр тӑнине куртӑм. Вӑйлӑ ҫил анлӑ юханшыв ҫийӗпе ӗҫӗн паттӑр шавне салатнӑ; пӑчкӑ, усал савӑнӑҫпа каҫӑхса кайса, йывӑҫа кӑшланӑ; пуртӑ тивнипе аманнӑ пӗренесем тертлӗн хартлатнӑ; ҫапнине чӑтаймасӑр ҫурӑлакан хӑмасем ыратуллӑн тӑрӑлтатнӑ; сава, йӗкӗлтесе кулнӑ пек, ҫухӑра-ҫухӑра илнӗ. — Пиратсен. — Эсир ҫав. Ман чӗрере пурте — ҫурри ячӗшӗн кӑна туни, тетӗр, мӗншӗн тесен эпӗ художник; нимле ӗҫе те пултараймасть, тесе шутлатӑр, — кун пирки эсир, тен, тӗрӗс те тӑватӑр пуль, — анчах чӑн-чӑн тӗрӗслӗх те, тарӑн туйӑм та манра ҫук: эпӗ чӗререн татӑлса макӑрма пултараймастӑп, пакӑлти те, элекҫӗ те, ку пӗтӗмпех эпӗ художник пулнӑран килет, тесе шутлатӑр. Мана ҫав ятсене пит чыссӑрӑн пӑсса хӑтланни шутсӑрах ҫилентерет, анчах эпӗ вӑхӑтчен хама-хам чарса хирӗҫ ответлетӗп: — Понсон де-Террайль. Эхе, ӑҫтан сан йӗмӳ ҫине ҫурта ҫӑвӗпе тӑм лекнӗ? Ватӑ сунарҫӑ хӑй лаши патне кайнӑ, ун йӗвенне сӗвсе илнӗ, выльӑха вӑрӑм вӗренпе йывӑҫ ҫумне кӑкарнӑ, унтан йӗнер ҫинчен хӑйӗн кивӗ утиялне илнӗ те, ӑна алӑ ҫине хурса, Каса-дель-Корво еннелле утнӑ. Асту, ӗлӗк ҫӳренӗ пек, пӗччен ҫӳреме чаратӑп сана. — Эх, Наталья Савишна, пӗлсенччӗ эсир эпӗ халь кӑна кама курнине. Капла калани йӗкӗте тӗлӗнтерчӗ. Тасал ҫавӑнталла, кирек те шуйттан шӑтӑкне кӗрсе кай! Халӗ калама ҫук хӑвӑрт сывалса пырать. Том темӗн пӗкех хӗпӗртерӗ, питӗ хӗпӗртенипе вӑл нимӗн те чӗнеймерӗ, кӑшкӑрса та ямарӗ. «Мӗн ҫавӑ Иван Кузмичӑм паян вӗрентсех кайрӗ вара!» — терӗ те комендантша, Палашкӑна чӗнсе илчӗ. Утма та ҫӑмӑлтарах кунта, анчах лере ҫӳренинчен темиҫе хут хӑрушӑрах. — Эй, ил хӑвӑн пальтуна! — таҫтан аякран кӑшкӑрчӗ Дениска. Протезсем урайне ҫапӑнса шаклатни илтӗнчӗ, Мересьев урисем ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ те ҫавӑнтах, кровать патнех, йывӑррӑн тӑсӑлса ӳкрӗ. Ӑнланма ҫӑмӑл, кун пирки эпир пӗрле канаш тунӑ. Анчах старик аллисемпе питне хупласа лартнӑ, патша умне ӳпне персе аннӑ. Шӑпах ҫак самантра, унӑн юлашки сӑмахӗсене ҫирӗплетес тенӗ пек, тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ, ӑна, чӑнах та, ҫӑмӑллӑнах манса каяймастӑн. Паянтан пуҫласа вӗсен главнокомандующий пулать… Ҫапах сирӗн ӗҫӗр ытла чӑрсӑр. Ҫапла пӗр сехете яхӑн иртрӗ. — Малалла! — терӗ пичче. Чили ҫыранӗсем ҫинче испанилле пӗлмесен ним тума та ҫук. Вӑл таҫта аяккалла пӑхать, унӑн куҫӗсем ҫемҫен ҫулланса йӑлтӑртатаҫҫӗ, пит-куҫӗ шӑп та лӑп паҫӑр Егорушка ҫине пӑхнӑ чухнехи пек пулса ларнӑ. Анчах местечкӑри обывательсен тӗмӗскерле йытӑ пек шӑршласа пӗлес сисӗм пур. Кунта виҫӗ пӗчӗк усламҫӑран иккӗшӗ тем тесен те пӗчӗк контрабандист шутланаҫҫӗ: ҫак промысла вӗсенче хӑрушӑлӑха систерекен темле инстинктла хастарлӑха ҫуратать. Давыдов пӗшкӗнчӗ те пӳрнисене кӑпка та чӗрӗ тӑпраллӑ йӑран хушшине чиксе пӑхрӗ. Вӑрӑсене хӑваласа яма пулӑшас вырӑнне, ӑна чулсем, тимӗр татӑкӗсем тӑсса параҫҫӗ: ме, ҫакӑнпа хытӑрах ҫап, теҫҫӗ, — хӑйсем ҫаплах аякра тӑраҫҫӗ. Сехре хӑпни, ыратни вӑл кӑшкӑрнинче! Ҫынсем хӑйсем хушшинчи чӑн-чӑн ҫыхӑнусем лайӑхах мар пуласса сиссен, ҫакӑн евӗрлӗ шӳтлӗ тата суя ҫыхӑнусемпе ытти ҫемьесенче те усӑ курнине эпӗ каярахпа час-часах асӑрхарӑм; пирӗнпе Авдотья Васильевна хушшинче ҫавнашкал ҫыхӑнусем хӑйсем тӗллӗнех пулса тӑчӗҫ. Кунта лайӑхрах, электростанцинче ӗҫленӗ чух ӑна чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсемпе ҫыхӑну тытма кансӗрччӗ. Пуринчен ытла мана «пӑр каютӑсенче те пур, ӑна кашни ирех пуртӑпа ваклама тӳрӗ килет» тени тӗлӗнтерчӗ. Анчах ҫамрӑк врач, тӑраткаланса тӑракан ҫӑра сарӑ ҫӳҫне аллипе шӑлса илчӗ те, хӑйне мухтанине илтмӗш пулчӗ. Ленӑн кӑткӑс пурнӑҫне Варвара нимӗн чухлӗ те ӑнланса илеймен, Ленӑн лайӑх ӗҫӗсенче вӑл темле усал япаласем курма тӑрӑшнӑ, мӗншӗн тесен пурнӑҫра Варвара хӑй усал ӗҫ тунӑ пулӗччӗ. Катя пулман пулсан эпӗ Ромашова хӑваласах янӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ҫывӑрма юрамастчӗ манӑн, ҫавна сисеттӗм эпӗ, анчах мӗншӗн иккенне пӗлместӗмччӗ-ха. — Епле-ха тата! Пит те асӑрханса вилӗ яшӑн ӳтне курӑк ҫине хураҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, эпир пӗртте начар пурӑнмастпӑр. Малтан вӗсем тарӑн ҫӗрте хӑмӑш ҫумӗпе пычӗҫ; кунта шывӗ Дымова мӑй таран, лутра Кирюха кӗлетки тӗллӗн-тӗллӗн пӗтӗмпех пытанать; вӑл чыхӑна-чыхӑна каять, хӑмпӑ кӑларать, Дымовӗ, чикекен тымарсенчен такӑнса, час-часах ӳкет е сӗрекерен ҫыхланать, иккӗш те вӗсем вӗҫсӗр шавлаҫҫӗ-ҫуйхашаҫҫӗ, пулӑ тытни мар, иртӗхни ҫеҫ пулса тухать юлашкинчен ку вӗсен. Хӗвел ҫути те савӑнтараймӗ вӗсене! Корчагин хыҫалалла сиксе ӳкрӗ, пӗр-ик утӑм вӑл айккӑн, пысӑк пуҫлине куҫран ямасӑр кайрӗ. Тӑван кил-ҫурт Петька Сковородниковпа ҫапкаланса, вӑрласа, пуҫтарса ҫӳренӗ вырӑнсене кайса курнӑ хыҫҫӑн, пӗртен-пӗр япала, хама хам тӗлӗнмелле ирӗклӗ тыткалани ҫеҫ манӑн асӑмра сыхланса юлчӗ. Эпӗ алӑк уҫма чупса карӑм. Старик пуҫне ҫӗклерӗ. — Пӗлетӗп; малалла мӗн калатӑн? Мана атте пачах уйрӑм йышши, питӗ чаплӑ, эпӗ ӑнланайми тата яхӑнне пыма пултарайми ҫынсем хушшинче пурӑннӑн туйӑнатчӗ, унӑн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлме тӑрӑшни — ӑна хисеплемесӗр кулни пулать, тесе шутлаттӑм. Мӑйракисене ҫӗрелле чиксе качака вӑркӑнса кӗчӗ те тӳрех сӗт сутакан карчӑк патнелле ыткӑнчӗ. Власова киле кайрӗ. Ҫӗр ҫинче йӑлтах шурӑ вӗтӗ чул выртнӑ. — Пӗрремӗшӗ, эпӗ пачах ырӑ мар; иккӗмӗшӗ, эпӗ сирӗншӗн хамӑн мӗнпур тивлетӗме ҫухатнӑ, ҫапах та эсир мана ырӑ тетӗр… Барышньӑсем, сӑмахсене тӗрлӗ майлӑн хуҫкаласа, кула-кула та пӗр-пӗрне пӳле-пӳле, тапӑнмаллипех тапӑнчӗҫ Ромашов ҫине: — Мӗншӗн эсир пирӗн пата пымайӑй-ха? Ҫавсемсӗр пуҫне Артур урӑх нимӗн те аса илеймерӗ: телейлӗ кунсенче нумаях ҫылӑха кӗрейместӗн ӗнтӗ. — Выляса илсен те, выляса ярсан та — пур-пӗрех манӑн пай сакӑрвунӑ процент. — Гокинс, — терӗ вӑл мана. Турта илсе кӗчӗ те, мана ачашшӑн: «Тӑр, ывӑлӑм, эпӗ сана сыватма тытӑнап»… — тет. Бен Джойс ятпа эпӗ шайккӑн утаманӗ пулса тӑнине пӗлсен те сире ҫитет. Вӑл Джемма умӗнче выртакан чечеке ярса илчӗ. Патша ятне чысласа хисеплемелле-и те шӑматкуна мӑшкӑлламалла е, шӑматкуна тытса, аҫун ӳтне йытӑсене ҫитермешкӗн хӑвармалла? Пурлӑха туртса илни ҫитмест, юлашки кӗске пӑшалӑма та илесшӗн-и? Тепӗр хут кала-ха, каласам, тархасшӑн, — касӑкланса кайрӗ Олеся. Анчах ку ӗмӗтсем кашни хутӗнчех Федоровскин киревсӗр ятлаҫӑвне, рота командирӗн йӗплекен-тӑрӑхлакан сӑмахӗсене, Николаевпа калаҫнине аса илсенех татӑла-татӑла, аркана-аркана саланчӗҫ, Ромашов вара хӑйне хӑй каллех те каллех тӳрлетме ҫукла намӑсланнӑн та телейсӗррӗн туйрӗ. Санпа ҫапла пулать те, эпӗ ҫакна пӗлсе тӑратӑп! — Вӑл кунта килни нумаях пулмасть пулӗ-ха? — ыйтрӗ сестра Козельцовран, хӑйсем хыҫӗнчен ахлатса тата йывӑррӑн сывласа коридор тӑрӑх утса пыракан Володя ҫине кӑтартса. — Пире-и? — Мӗншӗн? «Чӑнахах та, мӗншӗн каятӑп-ха эпӗ? — Чимӗр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл, окопсенчен тухакан пӑлхавҫӑсене асӑрхасан. Конституцире — парти, рабочи клас тата пур ӗҫ ҫыннисем те социализм ҫӗнтерӗвӗшӗн кӗрешнинче чылай ҫулсем тӑршшӗнче мӗнле йывӑрлӑхсене ҫӗнтернине палӑртас; Конституцире — советлӑ юхӑмӑн вӗҫне ҫити тӗллевне, урӑхла каласан, тулли коммунизмлӑ общество тӑвассине кӑтартса парас, — ҫавнашкал ӗнтӗ тӗрлӗ майлӑ сӗнекен тӳрлетӳсен темисем. — Шӑп! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Ромаҫ. Эх, ватӑ йыттӑм! Алексее халӗ ӗнтӗ ҫак хӗртен, Сталинград боецӗнчен, хӑйӗн хуйхине ҫулталӑк ҫурӑ хушши пытарса пурӑннӑшӑн намӑс пулса кайрӗ. Унсӑр пуҫне, эпӗ пайтах пӗтӗмӗшле паллӑсем пӗлеттӗм, ҫав паллӑсем тӑрӑх ҫынна, хӑйпе калаҫса пӑхмасӑрах, хӑш ушкӑна кӗртмеллине татса параттӑм. Пӗррехинче вӑкӑра пула хӗнесе тӑкрӗҫ мана, атӑсӑр тӑратса хӑварчӗҫ. Яков Лукич тушка ҫине пӑхрӗ, вӑлашка патӗнче йӑваланса выртакан хура сурӑх пуҫне курчӗ те, чӗркуҫҫи айӗнчен хӑйне такам пырса ҫапнӑ пекех, шартах сиксе илчӗ, — шуралса кайрӗ. Юнашарта хӑйӗн взвочӗне Шаповаленко аппаланать. — Мак-Набс, малтан итлӗр-ха эсир. Ӗненмесӗр хулпуҫҫисене кайран та вылятса илме ӗлкӗретӗр. Эсӗ те-и? Ҫав мӗнпур пурлӑха хам хуҫалӑх ҫумне хушсан ытлашши пулмӗччӗ, тет Солоха, хӑй ӑшӗнче. Ҫавӑн чухлӗ пурлӑх хӑй аллине лексен мӗнле йӗрке пуласси ҫинчен те малтанах шутласа хунӑ вӑл. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Солоха Чуба ытларах та ытларах юрама тӑрӑшнӑ. Атту пӗтӗмпех йӗркесӗр вӗт. — Ҫапла, эпӗ ӑна отрядра пӗр икӗ хутчен куртӑм, вӑл пӗрмаях ӗҫет. Ҫав вӑхӑтра ачасенчен пӗри, хӑйӗн тусӗнчен тарнӑ май, лётчикӑн малалла тӑснӑ урисенчен такӑнчӗ те, хӑйӑр ҫинелле ывтӑнса кайрӗ. Джеммӑсӑр пуҫне унӑн сӑн-питне никам та курмасть. Унта «Св. Мария» 1912 ҫулхи октябрьтен пуҫласа 1914 ҫулхи апрель уйӑхне ҫитиччен ишнине кӑтартнӑ, унта карап Патерман ҫӗрӗ пур текен вырӑнта чарӑнса тӑнисене те палӑртнӑ. Шубин та кӑштах ҫӗкленчӗ. Ҫакӑн пек ачалла, анчах та ҫирӗп ӗненни вӗсем хушшинче час та часах пулчӗ, вӑл пӗрмай ҫӗкленсе, ӳссе, хӑватланса пычӗ. Вара вӑл, урнӑ пек, пуҫне ухса илчӗ. Сасартӑк: «Кӗлтуса юлӑр, — халех пурне те шыва вӑркӑнтаратӑп»… тесе кулать, тет. Анчах та вӑл ун патне мар, ман пата, чӑнах та, ман пата килнӗ иккен, кӑна вӑл манпа тӗл пулсанах каларӗ. — Мӗнле пурӑнкалатӑр, йӗкӗтсем? Мария Яковлевна Брузжака яланхи пекех кӑмӑллӑ кӗтсе илчӗ. — Кам эсӗ! — йӗкӗт аллине сулчӗ, — Атӑ ҫӗлекен-и? Эпӗ ӑна тӑхӑнса ҫирӗп ҫыхса лартрӑм та мана малалла ӗҫлеме кансӗрех пулмарӗ. Ҫӗмренсем куҫлӑх кантӑкӗсене пыра-пыра тӑрӑнатчӗҫ, анчах мана хама сиен тӑваймарӗҫ. — Резеда, — тесе пӑшӑлтатрӗ те вӑл, унӑн куҫӗсем каллех хупӑнчӗҫ. Улталама-и? Давыдов пӗрремӗш хут унӑн тӗксӗм шӑрт пуснӑ чӑнкӑ янахӗ ҫинче, пас тытнӑ пек, кӑвак йӑрӑмсем пуррине асӑрхарӗ. — Эсир следователь пекех, — хушрӗ пӑртакран вӑл кӑмӑлсӑррӑн, — пурне те пӗлме тӑрӑшатӑр, ҫавӑнпа та эсир хыткан, чирлӗ те. Унӑн хавас хӑмӑр куҫлӑ, хура куҫхаршиллӗ, кӑштах сарлакарах ҫамрӑк сӑн-пичӗ курӑнчӗ. Шухӑшлама хӑрушӑ! — Ку вӑл ӑнланмалла япала, — терӗ хохол, хӑйне майлӑ кулса, — вӗсене закон пире тыткаланинчен йӑвашрах тыткалать, тата вӗсем законпа пирӗнтен ытларах усӑ кураҫҫӗ. — Давыдов юлташ! — тархасланӑн пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ вӑл, чӗрне вӗҫҫӗн крыльца умне пырса тӑрса — пытанса ларӑрсам эсир, туршӑн-хӗвелшӗн те! Хӗрарӑм хӑйне ҫавӑтса килнӗ казака ҫиленсе вӑрҫать. Сывлӑш ҫавӑрма тесе шӑхличӗҫӗ самантлӑха чарӑнсанах, ут витинче садри симӗс буксем кашлани илтӗнсе кайнӑ, Петрик калама ҫук тӗлӗнсе, ытараймасӑр итлесе ларнӑ. Эсир телефонпа шӑнкӑртаттарнинчен тӗлӗнсех каймалла ҫав, Александр Иваныч, — терӗ вӑл ӗҫлӗ сасӑпа, — эпӗ сире хампа пӗрле Ҫурҫӗре вӗҫме сӗнетӗп. Манӑн ӑна ҫӑлмалла, ҫапла-и? Епле вӑл, йӗре-йӗре, эп айӑпа кӗни ҫинчен калатчӗ, мӗншӗн тесен капитан ҫырӑвӗнче сӑмах Николай Антоныч ҫинчен пыман имӗш, темле фон-Вышимирский ҫинчен пынӑ пулать. Унта нимскерле кайӑк та ҫук вӗт. Пӗрре пӑшал персе тар пӗтернине те саплас ҫук. Ҫавна курсан, салхуллӑ Том тепӗр алӑкӗнчен тулалла тухса кайнӑ. Вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен аякра ҫын питех ҫӳремен вырӑнсем, хӑйӗн чӗри пекех салхуллӑ вырӑнсем, шыраса ҫӳренӗ. Вӗсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче, ним йӗркесӗр ещӗксем; машинӑсем, темле кустӑрмасем, аристонсем, глобуссем купаланса тӑраҫҫӗ, сентресем ҫинче пур ҫӗрте те металран тунӑ тӗрлӗ тӗслӗ япаласем выртаҫҫӗ, стенасем ҫинче темӗн чухлӗ сехетсем маятникӗсемпе сулкаланса тӑраҫҫӗ. Ку нумай пулмасть вилнӗ ростовщик вӗт; питӗ чаплӑ картина. Ку шухӑш мана пӗтӗмпех тӗлӗнтерсе ячӗ. — Пистолетсене леш Феррофлукто Тедеско илсе килет. — Сурмалла кӑна! — терӗ вӑл эпӗ тав тунине хирӗҫ. — Пӗлетӗр-и, Мересьев, эпӗ сире комплимент каласшӑн мар, анчах та, пур енчен пӑхсан та, эсир истребитель ҫинче урасӑр вӗҫекен пӗртен-пӗр ҫын, тӗнчере ун пекки урӑх ҫук! Вӗсем сире ку ӗҫе хутшӑнтарасшӑн мар. Киле таврӑнсан, арӑмӗсемпе хирӗҫсе каяҫҫӗ те час-часах вӗсене чышкисене хӗрхенмесӗрех хӗнеҫҫӗ. Дик Сэнд Томпа ун юлташӗсене чӗнчӗ. Эпӗ пушмакпа чӑлхана хыврӑм та, шывра икҫӗр е виҫҫӗр ярд утса кайсан, ҫав япалана прилив илсе килнине куртӑм. Ку ӗҫ тухмасть пуль унӑн. Хӗр-манах ҫавӑнтах ҫамрӑк учитель енне хута кӗрессӗн пӑхса илчӗ, Орлянковсен хӗрне вӑл шӑпах ҫавна тупса парасшӑн-ҫке. Ҫав сӑмахсене итлесси кичем, ҫитменнине вӗсем тарӑхтараҫҫӗ: эпӗ лапӑрчӑк таврашне тӳссе тӑраймастӑп, эпӗ хам ҫине усаллӑн, тӗрӗс мар, кӳрентермелле пӑхнине тӳссе тӑрасшӑн мар; хам ҫине ҫавӑн пек пӑхма тивӗҫлӗ маррине эпӗ ҫирӗп пӗлетӗп, туятӑп. Амӑшӗ куҫпа ҫавӑрса илме ҫук нумай курчӗ, унӑн кӑкринче хыттӑн кӑшкӑрса ярас сасӑ тытӑнса тӑчӗ, вӑл сасӑ кашни сывламассеренех ирӗке тухса кайма хатӗр пулчӗ, вӑл ӑна пӑвса лартрӗ, анчах амӑшӗ, хӑйне кӑкринчен тытса, ҫав сасса чарса тӑчӗ. Ҫав икӗ алӑ кӗтмен ҫӗртен тӗттӗмрен тӑсӑлса тухрӗҫ те Радуб еннелле кармашрӗҫ: пӗри хӑвӑрт унӑн пиҫиххи хушшинчи пистолечӗсене туртса кӑларчӗ, тепри шӑлпа ҫыртнӑ хӗҫе тӑпӑлтарса илчӗ. Темле полковник, «Ку кирлӗ пулӗ-ха», тесе, темшӗн Воропаевӑн адресне ҫырса илчӗ, государство хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен палламан майор ӑна акӑлчан чӗлхипе темиҫе ыйту пачӗ те, кӑмӑлӗ тулнипе пулас, унран хӑпса кайрӗ, анчах ҫавӑнтах, Воропаева аяккалла илсе кайса, ӑна пысӑках ӗҫ хушас ҫукки ҫинчен ӑнлантарса пачӗ. Ҫул кӳлӗ еннелле пӑрӑнчӗ. Унӑн тӗттӗм сенкер, тӗкӗрле сийӗ уҫӑлчӗ, унта аякри, сакӑлталлӑ ту тӑррисем пуҫ хӗрлӗн ӳкерӗннӗ. Шывра усӑнчӑк туратлӑ йывӑҫсен сӑнарлавӗ кускалать. Эпӗ хӑрах алӑпа Франкерӑн ҫӗтӗлсе пӗтнӗ ленчешке «Алгебрине», тепринпе — пӗчӗк татӑк пурӑ тытнӑ, унпа икӗ алла, пит-куҫа, фрак чавсисене те вараласа пӗтернӗ ӗнтӗ. Пирвайхийӗ ылханлӑ Несторий еретике хирӗҫ кӗрешсе ҫапӑҫнӑ; — Ну, вӑл ӗнтӗ пустуях, ҫынна вӗлерни вӑл нихӑҫан та тӗрӗс мар. — Иртӗр! — терӗ вӑл, кӑштах тытӑнса тӑрсан. Ун ӑшӗнче темскер калать те ӗнтӗ, эс ӑна ытлашши хытӑ кӳрентеретӗн, тет. Калаҫкалӑпӑр та… эсир мана хӑвӑр Петербургра мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа парӑр. Мӗнпе юраймарӑм-ха эп сире? Ун пек кӑткӑс ӗҫсемпе те пысӑккисен ӗҫӗсемпе пуринчен сахал интересленекенӗ пӗр ҫын кӑна пулнӑ, вӑл — Катя. — Эпӗ хӑратӑп-и вара? Ытти япаласем хушшинче ултӑ мӑшӑр ҫирӗп пушмак пур, вӗсене шыв витесрен ҫиелтен гутаперчпе сӑрланӑ. Наумов кунта пулнӑ ӗнтӗ, вӑл хӑй чӗркенӗ пӗчӗкҫеҫ пируса туртнӑ. Вӗсене кам пулсан та пурпӗр, ун ҫинчен шавлаччӑр ҫеҫ. Эпӗ ун ҫине тинкеререх пӑхрӑм та майӗпен-майӗпен хам пӗлекен савнӑ йӗрсене паллама пуҫларӑм. — Час-часах-и?.. Ҫук, ҫук, эпӗ шӳтлетӗп. Пеночкии господин ура ҫине тӑчӗ, хӑй ҫинчен плащне капӑррӑн хывса пӑрахрӗ те, йӗри-тавра кӑмӑллӑн пӑхса ҫавӑрӑнса, урапа ҫинчен анчӗ. — А! шотландец! — терӗ ӑна майор, пуринчен ытла тӑван ҫӗршывӗн ҫыннисемпе интересленекен этем. — Ҫапах та кӑштах ывӑнтӑм, тата шӑршӑпа пуҫ ҫаврӑнать. — Айӑплӑ! — терӗ хохол кулса. Эпӗ сан лекӗрӳ, хам пултарнӑ пек сиплетӗп те сана. Мӗнле пултаратӑп, ҫавӑн пек ӗҫлетӗп те. — Чӑнах-и? — Так точно, господин председатель, вӑл мана кӳрентерчӗ. Эпӗ унӑн амӑшӗпе калаҫнӑ вӗт, ҫак йӗркен пӗтӗм правилисем тӑрӑх ҫураҫнӑ! — Анчах ку джентльменсем сирӗн патӑрта ӗҫленине курса эпӗ… — Вӗсем ман патра, ырӑ ҫыннӑм, ӗҫлемен, ӗҫлемеҫҫӗ те, — пат татрӗ ун сӑмахне Уэлдон миссис. Хама чӗнтернӗ следователӗн пӳлӗмне те тупрӑм эпӗ — алӑкӗ ҫинче асран каймалла мар хушаматне кӑтартнӑ: Веселый, имӗш — ытла иртерех ҫитнине кура, приемнӑйрах ҫакӑнса тӑракан карттӑ ҫине тирнӗ пӗчӗк ялавсене куҫара-куҫара лартрӑм. Туршӑн та! — тесе кӑшкӑрчӗ. Анчах пӗр эол арфи те ӗҫлемест, вӗсем тахҫан ӗҫлени ҫинчен пӗр мадам Альтман сӑмахӗсенчен ҫеҫ паллӑ пулчӗ. — Шахты хулинче. — Мӗн пур унта? Моисея вӑл ят та панӑ: Моисей, манӑн ку, эппин — туррӑн ҫынни. Анчах ҫак каҫ чаршавӑн айӗнче тепӗр тӗслӗ инкек пытаннӑ. Аҫушӑн эсӗ замаска вырӑнне пул, эпӗ ҫурӑк тусассӑн, эсӗ сӗрсе пыр. — Ил! — Эсӗ ҫакӑнта мӗне те пулин пӑхнине ӑҫтан пӗлме пултаратӑп-ха эпӗ? Ватӑ Тарас вара икӗ ывӑлӗ те чи маттуррисем хушшинче пулнине савӑнса кӑна курса тӑрать. Давыдов хӑй шухӑшӗнче Гремячий ҫыннисене пурне те умлӑн-хыҫлӑн куҫ умне кӑларса тӑратать… — Луччӗ эсӗ чечексем ҫине хӗпӗртесе пӑхакан ҫав ҫамрӑк та хитре итальянеца ӳкер. Ҫук, ку-ха вӑл ҫамрӑклӑх пулнӑ! Хаҫатсенче кунсеренех Арктика экспедицийӗсем ҫинчен тинӗсрисем те сывлӑшрисем ҫинчен те ҫыратчӗҫ. Станцирен пӗр километрта туса пӗтернӗ чугун ҫул вӗҫленет. — Хы-ытӑ шӑнтӑм, — терӗ Ярцев. Политовский шӑлне шатӑрт ҫыртрӗ те: — Урӑхла май ҫук. «Эсир кунта-и?» — ыйтрӗ вӑл, ман ҫине хаяррӑн пӑхса, унтан хӗрсен пӳлӗмӗн алӑкӗ ҫине, вара каллех ман ҫине пӑхрӗ. Дик Сэнд аялти сентресене ҫӗмӗрсе ҫӳллӗлетнӗ урайне шуса анчӗ. Павел Петрович шуралсах кайрӗ. — Господин Троекуров патне, — тет француз. Манӑн умра мӗнле ҫын тӑрать-ши, ҫак паттӑр шухӑшлӑ ҫын пуҫӗнче тата мӗнле плансем юлнӑ-ши? Эх, мӗн тери вӗсем вӑрлама маҫтӑр тата! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл ачанни пек тӗлӗннӗ саспа. Никифорыч, хӑй урисем ҫинелле пӑхса, кичемлӗн ыйтрӗ: — Эсӗ мӗн ман пата пымастӑн?.. Ассӑн сывласа илсе, вӑл:— Алламан ҫӑнӑхран епле ҫӑкӑр пултӑр ӗнтӗ!.. — терӗ. — Ан та кала, маттур та, — терӗ вӑл, шухӑша кайса. Акӑ мӗскер тухрӗ сире: ҫынни эсир ыррине ырӑ-ха, анчах питӗ йӑваш… Хӑй суккӑр иккенне те манса каять… — Кама илсе парасшӑн, атте? — тесе ыйтнӑ тӗлӗнсе кайса Алексей. — Кирек мӗнле пулсан та чикмек кирлех. — Вӑл пире пулӑшма пултарассине хытӑрах шанма пулать. — Кусене эпӗ лартрӑм. Вӑл вӑрҫӑ пуҫланиччен тӑватӑ кун малтан вилчӗ, вилес умӗн монастыре пӗлтерме ыйтрӗ: — Килччӗр мана илме, эпӗ вӗсем киличчен вилме ӗлкӗретӗп. Туршӑн та, ан турткала-ха мана, Сид! Сана тӑшмансем ҫисе янинче логика пур-и, ҫук-и, ҫапах та пирӗн хамӑра ҫитерес килмест. Луиза сасартӑк кӗтмен ҫӗртен тӗлӗнсе хытса кайнӑ. Ромашов ӑна васкавлӑн вуласа тухрӗ. Ҫитменнине тата ун аллинче турчка пулнӑ. Карабинне юлашки хут авӑрласа Талькав тепӗр кашкӑра вӗлерчӗ. Урӑх нимӗн те авӑрламалли те ҫук, ҫавӑнпа вӑл аллисене хӗресле тытса пуҫне кӑкӑр ҫине усрӗ. — Ах, хӑвӑртрах ҫитесчӗ ман унта! — хавасланса кӑшкӑрашрӗ пӗчӗк Джек. Павӑшка ӑна ӑнланаймарӗ. Панталеоне кӗрсе кӑнтӑрлахи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Эсир ӗненӗр, анчах эпӗ ӑна хам допрос тӑватӑп, мӗншӗн тесен, ҫав ӗҫе тума шанса панӑ офицер чӑтаймарӗ… Техасри суд Акӑ ӗнтӗ тепӗр кунхи ир килсе ҫитнӗ. Утрав хыҫҫӑн утрав, сӑмсах хыҫҫӑн сӑмсах, шывран сиксе тухнӑ евӗрлӗ, пулман ҫӗртен пулса тӑраҫҫӗ. — Ӗнсе тӑрӑх ҫумӑр юхать-и? — Вулас кӑмӑл сахалтарах-и? — ыйтрӗ Павел. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ унӑн ҫуртӗнчи тепӗр пӳлӗме те кӗме тытӑнтӑм. Пӗрре эпӗ урамалла тухакан чӳрече витӗр пӑхрӑм, анчах сехӗрленсе кайнипе ҫавӑнтах каялла чакрӑм. Карап кӑтартуллӑ пулни курӑнчӗ, команда опытлӑ моряксенчен тӑнӑ, капитан хӑйӗн ӗҫне питӗ чаплӑ пӗлнӗ. Купец чӑнах та анса карӗ, ӑна пӗр-ик сехет хушши шырарӗҫ те тупаймарӗҫ. Сире манран юрату мар, пурте курса, хӑвӑр ҫинчен ят ытларах сарни кирлӗ пулнӑ. Ҫук, пире телей пулчӗ! Вӑл арӑмӗпе Феничкӑна танлаштарма та шутламан, анчах хӑйне шыранӑшӑн ӑна хӗрхенсе илчӗ, Феничкӑн сасси унӑн кӑвакарнӑ ҫӳҫӗсене, унӑн ватӑлӑхне, хальхи пурӑнӑҫне аса илтерчӗ… Вӑрман хӗрринчи ларма-тӑма пӗлмен кӑсӑясем вӗҫӗмсӗр пӗрне-пӗри сасӑ параҫҫӗ. Отряд каякан ҫул ҫинчи пӗр пӗчӗк уҫланкӑна вӑрман чӑтлӑхӗнчен ягуар тухнӑ. Ахаль вилӗмпех. Шухӑшла… — пуҫне сулкаласа каланӑ Щуров. Пире хирӗҫ пӗр Гитлер ҫеҫ мар вӗт. Янко кимӗ ҫине ларчӗ; ҫыран енчен ҫил вӗрет: вӗсем пӗчӗк парӑса ҫӗклерӗҫ те часах тинӗселле ишсе кӗрсе кайрӗҫ. Ҫапла-и, — асапланать! Эпӗ урайне, тирӗк-чашкӑсене ҫурӑм, ҫак вырӑнтан йӗрӗнни тата доктортан кӗвӗҫни кашни минутсеренех ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗҫ. Юлашкинчен эпӗ ӑнсӑртранах сухарисем тултарнӑ михӗ патӗнче пултӑм. Мана никам та курмасть. Эпӗ вара тарма хатӗрленме тытӑнтӑм: хамӑн камзолӑн икӗ кӗсъине те сухарисем тултартӑм. Ӑшӑм вӑркарӗ манӑн, ҫиллӗм тӑвӑлса килчӗ, ывӑнтӑм, гостиницӑна пырса кӗрсенех, пӗрремӗш хут пурнӑҫӑмра пуҫӑм ыратрӗ. Кӗтмен ҫӗртен лаша карт! туртӑннипе Давыдов палтах каялла кайса ҫапӑнчӗ, чавсине ыраттармаллах урапа хыҫӗ ҫумне перӗнтерчӗ, кустӑрмасем ҫуллахи ҫул тӑрӑх хирелле ҫемҫен кӑлтӑртатса чупрӗҫ. Эпир пысӑккисем патне таврӑнсан, атте, пире чунтан савӑнтарса, анне ыйтнине пула каяссине ыран ире хӑварнӑ, тесе пӗлтерчӗ. Кӗвӗҫме пӑрахса, вӑл телейсӗр сеньоритӑна хӗрхенме пуҫланӑ. Тӗлӗнмелле чӗрчун… ӑнланса илме ҫук чӗрчун, — хушса хучӗ вӑл кӑшт тӑрсан. Вӗсем — олива тӗслӗ-кӗререх, куҫӗсем тӗлкӗшеҫҫӗ, сӑмсисем кайӑкӑнни евӗр. Йӗри-тавра пурте ылтӑннӑн ешерсе выртать, ӑшӑ ҫил сывланипе пурте — йывӑҫсем, тӗмсем, курӑксем — пурте анлӑн та ҫемҫен хумханаҫҫӗ; пур ҫӗрте те татти-сыпписӗр уҫӑ сасӑсемпе тӑрисем юрӑ шӑратаҫҫӗ; текерлӗксем е тӳрем улӑхсем ҫинче кӑшкӑрса явӑнса каҫаҫҫӗ, е тумхах ҫинчен тумхах ҫине шӑппӑн чупса ҫӳреҫҫӗ; ӳссе ҫитмен чечен те ешӗл ҫуртри ҫинче кураксем илемлӗн хуралса ҫӳреҫҫӗ; вӗсем кӑшт кӑна шуралма ӗлкӗрнӗ ыраш ӑшӗнче ҫухалаҫҫӗ, сайра-хутра ҫеҫ унӑн тӗтӗм евӗрлӗ хумӗсем ҫинче вӗсен пуҫӗсем курӑнса каяҫҫӗ. — Чужанин — начар коммунист, — терӗ вӑл юлашкинчен, — пирӗн пур политработниксем те ҫӗтӗк ҫӳреҫҫӗ, вӑл хӑйшӗн ҫеҫ тӑрӑшать. «Эсӗ хуҫа ывӑлӗ-и?» — тесе ыйтрӑм эпӗ юлашкинчен. Эпӗ нихӑҫан та, нихӑҫан та эсир пулӑшнине манас ҫук! — Тухса кай! — мӗкӗрчӗ Михаил. — Ҫук, мӗншӗн! Тем инчӗшӗн сике-сике ӳксе, тискеррӗн мӗкӗрсе, Игнат каютӑран талпӑнса тухнӑ. Кавказра вӗсем номерлӗ тӳме айӗнче хӗрӳллӗ чӗре курма хӑнӑхнӑ, шурӑ карттус айӗнче вӗреннӗ ҫын ӑсне асӑрхама пӗлсе ҫитнӗ. Таврара шӑп; шыв кӑна шӑнкӑртатса янӑраса, пӗрех май тем ҫинчен калаҫать. Вӑл сирӗншӗн вилчӗ те ӑна тӗттӗмлӗх ҫӑтса ячӗ; вӑл вилчӗ, анчах чӗрӗлмест; вӑл вилчӗ те эпӗ ывӑлсӑр юлтӑм. Спектакльте Аньӑпа тӗл пулсан, питӗ хаваслантӑмӑр, тепӗр кунхинех ун патне пырса курма калаҫса татӑлтӑмӑр. Лавсене туллиех материсемпе, атӑ-пушмаксемпе тата ытти япаласемпе тиесе ҫитернӗ хыҫҫӑн, Саломыга Голуб хваттерне турттарса кайрӗ, каялла ҫаврӑнса килнӗ ҫӗре кунта такам хаяррӑн ҫухӑрни хӑлхана пырса кӗчӗ. Юлашкинчен, истребитель пек кӑткӑс та сисӗмлӗ машинӑна, урасем вырӑнне протезсем пулнӑ чух, пачах та тытса пыма май ҫук пек туйӑнчӗ. Фома лӑпкӑ пулнӑ, ӗненсе калаҫнӑ; ӑна ҫапла туйӑннӑ: ытах та вӑл хӑйӗн шухӑшне татӑклӑн тытрӗ пулсан, хреснашшӗ ӑна кансӗрлеме пултараймасть. Ярмаркӑра пурӑнса ирттернӗ шавлӑ-тӑвӑллӑ кунсене аса илсе, Петр Артамонов пӗтӗм чунтан тӗлӗнчӗ, хӑраса ӳкнӗ пекех пулчӗ; аса килнӗ япаласене вӑл хӑй куҫӗпех курнине, ҫав кӗмсӗртетекен сасӑсемпе, музыка кӗрлевӗпе, юрӑсемпе, кӑшкӑрусемпе, ӳсӗр савӑнӑҫпа тата ӑсран тухса кайнӑ ҫынсем чуна аркатса ямалла кичеммӗн ӳленипе тулнӑ темӗн пысӑкӑш чул хуран ӑшӗнче хӑй те вӗренине ӗненес те килмерӗ. Ӑна илемлӗ теме ҫук, анчах манӑн илем тӗлӗшпе те хам малтанах пӗлсе тӑрасси, хама хам ӗнентерес йӑлам пур. Амӑшӗ, хулпуҫҫийӗсем ҫине темӗнле хӑмпӑсем лартнӑ халиччен курман кӗпе тӑхӑннӑскер, аякра Катя ҫине пӑхса куҫ хӗссе, ашшӗпе юнашар ларнӑ. Тепӗр тесен, пӗлместӗп. Вӑл вӑкӑрсем патне чуптарса пыракан Мишка Игнатенока темле майпа уринчен ярса тытма ӗлкӗрчӗ, вара лаша ҫинчен туртса антарчӗ те ҫӗр ҫинче ӳпне-питне йӑвалантарса, ӑна пӗр хӗрхенмесӗр лутӑркаса тӑкрӗ, нумай тӗлтен ҫапса кӑвакартса пӗтерчӗ, ҫийӗнчи кӗпине хулпуҫҫисем ҫинчен чӑр-чарах ҫурса антарчӗ. Апатран таврӑннӑ тӗле михӗре пӗр ҫӗлен те юлман: эпир унӑн анине ҫыхма маннӑ-мӗн, вӗсем михӗрен тухса кайма та ӗлкӗрнӗ. Ҫын вӗлернӗ тесе айӑпланакан пулса, тӗрмере тӑна кӗтӗм. Унтан сасартӑк вӑрӑм сӑмсине ҫӗклерӗ те, хӑй енне пӑхтарасшӑн пулнӑ пек, ҫилленсе вӗрме тытӑнчӗ. Ӑна кӗтсе, Корчагин тӗттӗм пӳлӗмре кӗтесрен кӗтесе уткаласа ҫӳрет. Сильвер ҫинчен эпир нимӗн те илтеймерӗмӗр. Пӑтӑ аса килчӗ-и? Андрей ҫинчен калаҫкаласа илсен, вӑл килелле кайма пуҫтарӑнчӗ. Эпӗ шутлатӑп, ҫав виҫӗ объективлӑ палӑрӑмсем ҫук ҫинче хальхи историллӗ вӑхӑтра пӗр-пӗр автономлӑ республикӑна союзлӑ республикӑсен разрядне куҫарасси ҫинчен ыйту лартни тӗрӗс мар пулнӑ пулӗччӗ. Ҫул вара, ӗнерхипе танлаштарсан, пач урӑхла. Ӑна вӑл гимназире чухне куркаланӑ, ун чухне Смолин сартутлӑ ача, каҫӑр сӑмсаллӑскер, тап-тасаскер, тирпейлӗскер, кичемскер пулнӑ. — Мvа, — тет вӑл. — Апла пулсан, ҫынсем умӗнче те турӑ умӗнче те сывлӑхлӑ пул, ман арӑмӑм! — терӗ вӑл ӑна. Манӑн туртас килет, анчах сирӗн кунта туртма юрамасть. Комета Хӗвел патне Ҫӗр чухлӗ ҫывхарсан, Хӗвелӗн тапса тӑракан вӑйӗ комета пуҫӗнчи газсене хӑваланипе хӳре пулса каять. Тепӗр страницӑра ҫак мӗнле пулнине ӑнлантарса кӑтартнӑ. — Устинович юлташ, тытса ан тӑр ӗнтӗ пирӗн старике, юрамасть апла! Мӗн тума пултарӑпӑр эпир унсӑр? — тесе кӑшкӑрчӗ вагонран Клавичёк. Кӑнтӑрла, ҫӗртме уйӑхӗн виҫҫӗмӗшӗ, вырсарни кун. «Ӑна ҫак пӑтӑра ӑҫта шырамалла? Хыпарлаймасть-ши вара?» Староста мала тухса тӑчӗ. Вӑл шыва путса вилнӗ, тесе калаҫма тытӑнчӗҫ, пӗр-икӗ кунран ку сӑмах ҫирӗпленчӗ: саларан пӗр ҫичӗ ҫухрӑм анатра, йӑлӑм енчи ҫыран ҫумне унӑн лодкине юхтарса пынӑ, лодкӑн тӗпне ҫапса шӑтарнӑ тата хӗррине ҫӗмӗрнӗ пулнӑ. Ҫак ҫулхипех, май уйӑхӗнче, Ливингстон иккӗмӗш хут Рувумӑна тӗпчеме хӑтланнӑ, унтан ноябрь вӗҫӗнче вӑл Замбези шывӗ хӗррине таврӑннӑ та Шире юхӑмӗпе ҫӳлелле хӑпарнӑ, 1863 ҫулхи апрель уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн юлташне Торнтона ҫухатнӑ, чирлесе халтан кайнӑ Чарлз шӑллӗпе Кирк тухтӑра Европӑна ӑсатнӑ, хӑй вара виҫҫӗмӗш хут Ньяса кӳлли хӗрне ҫитнӗ те вӑл мӗнлереххине хут ҫине географилле ҫырса кӑтартнӑ. Мӗншӗн, мӗнле майпа та епле-ха эпӗ ют хваттере ҫӗмӗрсе кӗретӗп те иккен, шала кӗрсен хамӑн Катя В. Н. Жуков профессор патӗнче пурӑннине пӗлнӗ пулин те нимӗне пӗлтермен ҫыру хӑварасран урӑх нимӗн те тума пӗлмен, ҫырӑвӑмра та хама ӑҫта шырамаллине, Мускавра хӑҫанччен пулассине пӗр сӑмахпа та кӑтартман. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара пирӗн рабочи класа пролетариат теме юрат-и? Ак ҫакна пӑх-ха. Сан умӑнта ирсӗр япала калаҫсан та, эс ун ҫинчен ман. — Эс паллатна ӑна? — тӗлӗнсе ыйтрӗ тухтӑр. — Йӑлтах ан ил, — терӗ вӑл. Вӑл нимӗн тумасӑр ӗҫсе пурӑннине юратман, вӑл чӑн-чӑн ӗҫшӗн ҫуннӑ. Кӗнекери мужик турӑ ҫинчен, сектӑсем ҫинчен, чиркӳ ҫинчен сахалтарах, — начальство ҫинчен, ҫӗр ҫинчен, тата чӑнлӑх ҫинчен, пурӑнӑҫри йывӑрлӑхсем ҫинчен ытларах калаҫать. Вӗсем калаҫнинче (вӗсемпе ҫул-ҫӳрекенсем нумайӑшӗ калаҫма йӗрӗнеҫҫӗ) нумай усӑллӑ ҫӗнӗ япала тупма пулать. Елена ҫаврӑнса пӑхать те ку Катя, хӑйӗн мӗскӗн тантӑшӗ, пулнине палласа илет. Сирӗнтен ыйтма хушса ячӗҫ: чей хӑвӑрах тултарса ӗҫетӗр-и, е Дуняшӑна ямалла-и, терӗҫ? Демьян Демьянович судья унчченех вилнӗччӗ ӗнтӗ. Эпир май килнӗ таран ҫывӑх кунсенчех тӗл пулма калаҫса татӑлтӑмӑр, унтан Том Сойера хурах ушкӑнӗн утаманӗ пулма, Джо Гарпера ӑна пулӑшаканӗ пулма суйларӑмӑр та килелле салантӑмӑр. — Пурпӗрех ара, — терӗ Павел Петрович. Ярӑр! — Петя килчӗ-им? Траурлӑ марш сасси, ҫӗршер ҫара пуҫсем, — ҫаксене кура юлашки вунпилӗк ҫул хушши макӑрса курман Артёмӑн пырне темскер капланса килнӗ пек туйӑнчӗ, вӑйлӑ хулпуҫҫисем чӗтренсе илчӗҫ. Лага кашни ҫур сехетре пӑрахса тӑнӑ, вӑл кӑтартнине эпӗ питӗ тӗрӗс ҫырса пытӑм. — Э, акӑ мӗнле хӑна иккен! — шӑлйӗрен пек кулса каларӗ вӑл. Сасартӑк, уяр аҫа ҫапнӑ пек… — Вилӗм ман пата вӑраххӑн, сӳрӗккӗн килет… — хускалмасӑр, куҫне уҫмасӑр калаҫма пуҫларӗ Егор. 1508-мӗш ҫулхине, ҫӗнӗ материкӑн ҫыранӗсене пӗрле пӑхса ҫӳрес тесе, Винсет Пинсонпа Солис пӗр ҫӗре пулаҫҫӗ. Кантӑкран вӑл ӗнтӗ тӗтреллӗ куҫпа мар, куҫҫуль хупласа илнипе пачах курман куҫпа пӑхать, кантӑк хашакӗ леш енче вӑл кӑвакарчӑнсене те, ҫурхи ачаш кӑвак пӗлӗте те мар, хӑй ӗмӗрӗнче пӗр ӑна ҫеҫ юратнӑ хӗрарӑмӑн кӗлеткине курать. Вӑл ӑна пурнӑҫран та ытларах юрататчӗ пулмалла, анчах юратса ҫитереймерӗ, унтан ӑна тискер вилӗм вуникӗ ҫул каярах, тен, ҫакнашкалах ҫурхи ҫутӑпа ялкӑшакан кун уйӑрса кайрӗ… — Симӗс тутӑхни? Мӗнле япала вара вӑл? — Савнӑ ҫыннӑм! Йӗри-тавра тӑракан ҫамрӑксем каллех ахӑрса кулса яраҫҫӗ, йӗкӗлтеме, шӳтлеме пуҫлаҫҫӗ. Поднебеско, часах паллӑ пулнӑ тӑрӑх, темиҫе хутчен те аманнӑ тата контузи пулнӑ. Говэн ҫаплах кӑмӑллӑн хумханать. Ҫак лӑпкӑ раща тахҫан ӗлӗк вилес умӗнхи хаяр сасӑсемпе янраса тӑнӑ. Мана эпӗ халӗ те ҫав телейсӗрсем йынӑшнине тата йӑлӑнса кӑшкӑрнине илтессӗн туйӑнать. — Темех мар. Пурте вара мӑнкӑмӑллӑ Троекуровпа унӑн чухӑн кӳрши хушшинчи татуллӑ пурӑнӑҫа ӑмсаннӑ, лешӗ Кирила Петрович сӗтелӗ хушшинче ларнӑ чухне те, хӑй шухӑшӗ кил хуҫи кӑмӑлне килни-килменнине уямасӑрах, тӳррӗн каласа пама хӑйнинчен тӗлӗннӗ. Спальнӑран таҫта тухмалли тепӗр алӑк пулнӑ, вӑл та хупӑнса тӑнӑ. Анчах Дубцов ыйтӑва илтмӗш пулчӗ. Вӑл тарать, паллах… Никифор, чуп полковой патне… Ромашовӑн питех те чун-чӗререн калаҫас, хӑй тунсӑхӗпе пурнӑҫран йӗрӗнни ҫинчен кама та пулин пӗтӗмпех каласа парас килетчӗ. Эпӗ хамӑр айри шанӑҫлӑ тӗрев ҫухалса кайнине туйрӑм, хамӑр урасен айӗнче мар, сулӑ айӗнче тӗрев пӗтнине сисрӗм. — Турӑ — тӑхтӗ-ха вӑл, унӑн ниҫта та васкамалли ҫук, — тесе шӳт тунӑ та Алексей чиркӳ валли хатӗрленӗ кирпӗчпе икӗ хутчен ытти ӗҫре усӑ курнӑ: малтан вӑл ҫав кирпӗчсемпе фабрикӑн виҫҫӗмӗш корпусне тунӑ, тепринче больница лартнӑ. Ытти таркӑнсемпе пӗрле Гленарван масар алӑкӗ умне ҫитсе тӑчӗ. Эпӗ, тӑшманран мӗнле майпа тарса хӑтӑласси ҫинчен шухӑшласа, татах чарӑнтӑм. Унтан, хамӑн пистолет пурри ҫинчен аса илтӗм. Ирхи чей ӗҫсенех, сакӑр сехетре, хуҫапа шӑлнӗ сӗтеле туртса сарса яраҫҫӗ, ун ҫине шурӑ хут листисем, готовальнясем, карандашсем, туш янӑ чашкӑсем кӑларса хураҫҫӗ те пӗри сӗтел вӗҫӗнче, тепри ӑна хирӗҫ ӗҫлеме тытӑнаҫҫӗ. Сире тӳррипех калас пулать, манӑн кил-йышӑм ҫук: аттепе анне ҫинчен эпӗ пӗр вун икӗ ҫул хушши нимӗн те пӗлместӗп, авланма хӗрарӑм палӑртса хуманшӑн ӗлӗкрех чухлаймарӑм, халь ӗнтӗ килӗшсех те каймасть; эпӗ хама йӑпатакан ҫынна тупнӑшӑн хӗпӗртенӗччӗ. Акӑ мӗнле ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ Украйнӑра, пансем. Старикпе хӗрачана ҫав икӗ усал ҫынран хӑтаракан паттӑра вӑл тӗлӗнсе те сума суса пӑхса илчӗ. — Тӑхтӑр-ха, эпӗ пачах… Ку хыпара тин ҫеҫ форта пӗлтернӗ. — Ну, апат вӑхӑчӗ ытла та хӑвӑрт иртсе кайрӗ. Мустангер лаша ҫинчен сиксе анса, хӑйне ҫатӑлтатса алӑ ҫупнисене пӑхмасӑр каларӗ: — Мисс Пойндекстер, эпӗ сире лаша патне пырса, ун мӑйӗ ҫине лассо ывӑтса, ӑна витене ертсе каймашкӑн ыйтма пултарӑп-ши? — Ҫук. Сулахайра пӗрремӗш ротӑн взвочӗсем. Вӗсен умӗнче, икӗ утӑм маларахра, иккӗн: рота командирӗ тата политрук. Ӑна нимӗн ӑнлантарса пама пӗлмесӗр, вӑл пӗр чӗнмесӗр тӑрать, ҫавӑнпа та ӑна намӑс пек туйӑнать. Анне ахаль те йывӑрпа пурӑнать. Малалла мӗн пуласси ҫинчен вара калама та кирлӗ мар! — Урӑххине тухасшӑн мар вӑл. — Анчах тархасшӑн, ытлашши шала ан кӗрӗр, Бенедикт пичче, — терӗ Дик Сэнд. Ку плансем кашни кун тенӗ пекех ылмашӑнса пыраҫҫӗ тата пӗрне-пӗри хирӗҫлеҫҫӗ пулин те, илӗртӳллӗ туйӑннӑран эпир вӗсене тимлесех итлетпӗр, Люба, пӗр сӑмахне те сиктерес мар тесе, куҫне мӑчлаттармасӑр, атте ҫӑварӗ ҫине тӗллесе пӑхать. Эпӗ пӗтӗм вӑйран талпӑнса чупса пырса сикме шутланӑччӗ, анчах, хам инкеке, сикес тенӗ ҫӗре сиксе ӳкеймерӗм, тислӗк купи варрине чӗркуҫҫи таран шӗвӗ тислӗк ӑшне кӗрсе тӑтӑм. Ҫамрӑк хӗрарӑм, пӑшӑрханнӑ сӑн-питлӗскер, чунӗ ыратнипе нимӗн тума пӗлмесӗр пӑхакан куҫлӑскер, хӑй те асапланаканскер, хӑйӗн ачине тӗссемпе тӗрлӗ япаласен виҫи-калӑпӑшӗсем ҫинчен сӑмахпа каласа ӑнлантарма тӑрӑшатчӗ. Пӑртак та пулин ӳкӗнет-ши вӑл, тесе эпӗ ӑна куҫран темиҫе минут хушши тинкерсе пӑхрӑм. Пурте алӑ ҫупма пуҫларӗҫ, унтан вара Кораблевӑн кашни сӑмахӗ хыҫҫӑн алӑ ҫупрӗҫ. Пурттине васкавлӑн лар хыҫне, шӑпах Кралич пытаннӑ ҫӗре пӑрахрӗ, Марийкине ҫиттипе тирпейлесе витрӗ те алӑк уҫрӗ. — Вара… мӗн… хытӑ хӗнеҫҫӗ-и, е шӳтлесе, хӑратмалла кӑна? Хаҫат тӗркисем хушшинчи ансӑр хушӑкра ларакан Павелпа Рита, нумай та пулмасть пулса иртнӗ пит хаваслах мар ӗҫ ҫинчен калаҫкаласа, ҫӑвар туллин панулмипе ҫӑкӑр ҫисе лараҫҫӗ. Уйра, масар хыҫӗнче, хӗвеланӑҫ хӗрелет, урам тӑрӑх пит ялтӑркка тумланнӑ пысӑк ӳт татӑккисем шывҫинчи пек ярӑнса сӳреҫҫӗ, ҫавраҫил пек явӑнаҫҫӗ ачасем, ӑшӑ сывлӑш ҫынна ачашлать те ӳсӗртет. Эпир асӑннӑ ача ҫураличчен пӗр вунӑ ҫул маларах Макҫӑм пичче хӑйӗн сехре хӑптаракан чӑрсӑрлӑхӗпе ҫак имени таврашӗнче кӑна мар, Киеври «Контрактсенче» те палӑрса тӑнӑ. Яценко тӑхӑмӗнчи хисеплӗ пани Попельская кил-йышӗнче ҫавӑн пек чӑкӑлтӑш ҫын пулма пултарнинчен пурте тӗлӗннӗ. Анчах шӑмарса ларакан Игнатьева ҫине пӑхрӗ те шӑп пулчӗ. Конституци вӑл — тӗп саккун, тӗп саккун кӑна. — Сирӗн улпут майрин килти ҫынсем нумай пуль? Эпӗ ӑна хӑтарасшӑн тӑрӑшрӑм та, ниҫтан Бяла Черквана ҫитме май килмерӗ. Хамӑрӑн саккунлӑ тӳпене ӑна паманшӑнах. Лешӗ кӑна кӗтмен иккен, намӑсланать те ҫапла ыйтать: «мӗнле, вилес умӗн улпут иклетмерӗ-и?» Ишӗлсе анакан ҫуртсем ӳкни илтӗнет. Ҫулӑм пӗр ҫуртран тепӗр ҫурта хыпа-хыпа илет. — Ну, илсе кайрӑм. Малалла мӗн? — Мӗн тума паллашатӑн эсӗ ун пеккисемпе? — ҫилӗпе ӳпкелешсе илчӗ Яков, анчах Полина та, кӑкӑрӗ ҫинчи ҫӳхе те сарӑ пӗчӗк шарфне турткаласа, ҫилӗпе калаҫма тытӑнчӗ: — Пӗрремӗшӗнчен — ку вӑл сана хӑвнах кирлӗ! — Том, брассене парӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Сывӑ пулӑр! — Темле аван мар шухӑшлатӑн эсӗ, Тихон… Савельич шав мӑкӑртатать. — Каҫарӑр та, Тоскунова ҫук… Кольхаун ӗнтӗ ҫӗнтерсе илессине сиссе хӗпӗртенӗ. Мак-Набс, чӗлхе ҫинчен вӗҫерӗнсе тухма хатӗрленнӗ сӑмахӗсене тытса чарнӑ пек, тутисене ҫыртрӗ. Халӗ те, ҫак ӗҫ ҫинчен шухӑшласа, куҫ харшине антарса, вӑл:— Эсир ӑна мӗнле тумлантарасшӑн? — тесе ыйтрӗ. Памастӑп! — Эсӗ мӗн, мана ухмах тетӗн-и? — Апла эппин? — ыйтуллӑн, кунта хуҫа пулнӑ пек сӑмах хушрӗ поручик; Хӑйӗн килӗнче утнӑ пекех утать! Императрицӑна куҫа-куҫӑн курас шухӑш ҫав тери хӑратса пӑрахнӑ пирки, вӑл вара аран-аран ура ҫинче тӑнӑ. — Хама сӑнаса тӑма панӑ республика ҫарӗн начальникне пӗрремӗш йӑнӑш ӗҫ тусанах асаплантарса вӗлеретӗп, — терӗ вӑл хаяр сасӑпа. — Теме сиснипе ҫеҫ термитсем йӑвине пӑрахса кайма пултарнӑ. Эпӗ хӑвӑрт тумланса урама тухрӑм. Вӗтетнӗ смарагда наркӑмӑшпа сиенленнӗ ҫынна, наркӑмӑшӗ пӑсланса тухтӑр тесе, тӗвен вӗри сӗчӗпеле параҫҫӗ; роза ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ смарагд наркӑмӑшлӑ ҫӗлен-калта сӑхнинчен сиплет, шафранпа хырчӑкласа ирни вара, чирлӗ куҫ патне тытсан, чӑхкуҫ пулнине пӗтерет. Йӗри-тавра ҫавӑн пекех мӑкӑрланса тӑнӑ. Пампассенчи чи пысӑк шыв ҫулӗсен хушши шывпа капланнӑ пулмалла та, Рио-Колорадӑпа Рио-Негро шывӗсем пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ пулӗ. — Ҫапла-ши вара, Токарев юлташ? Мӗнлерех айванланатӑр ҫак эсир! Карчӑка ку ҫапах та пӑртак ҫемҫетрӗ, мӑкӑртатасса вӑл ҫав-ҫавах мӑкӑртатрӗ-ха, анчах, малтанхи пек, ним латти ҫукла мар ӗнтӗ. Вӑхӑтпа япаласен нумай енлӗ ҫаврӑмӗнче эпир те тепӗр хут пулатпӑр санпала, ман савниҫӗм. Вӗсем ҫӑкӑр шыраса ҫӳренӗ ҫулӑн иккӗмӗш сыпӑкӗ пӗтрӗ ӗнтӗ. Хура пайӑркасем хушшинче кӗмӗл пек сарлака йӗр курӑнчӗ. «Эхе!» терӗм хама хам, «ӳсӗр мар-и эпӗ?» — А-а! — тесе калаҫма тытӑннӑ кӑмӑлсӑрланса кашкӑр тирӗнчен ҫӗленӗ тӑлӑп. — Российӑна вуникӗ чӗлхепе калаҫса килсе кӗтӗн, Мускава ҫунтарса ятӑн, мур илесшӗ, Иван Великийрен хӗресе вӑрласа кайрӑн, халӗ тата — мусье, мусье! — Ар-то-шень-ка! — хурлӑхлӑн кӑшкӑрса ячӗ старик. Соломона хӗр-манахпа Парашкева пике ҫак хыпарсем пӗтӗмпе суя терӗҫ, чӑннипе каласан, Огнянов хӗр ҫураҫма килнӗ имӗш, вӗсем кама ҫураҫас хӗрне те пӗлеҫҫӗ пулать… Назарка шӑпланчӗ. Гамбургри баррикадӑсем ҫинче хӗҫпӑшалсем кӗмсӗртетни кунта та килсе ҫитет. Вӑл мана та юратмасть… — Американкӑна. Эс мана вӗренме кансӗрлетӗн. — Ку эсир пулас, Андрей Степанович? Леноре фрау хавасланнипе кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл мотор тӗлне лексе сирпӗнсе кайрӗ. — Господин Фингеровӑн ашшӗ Наполеон Бонапартӑн сухалне тӑпӑлтарнӑ. Инҫетре йӑлӑмри вӑрмансем хыҫӗнчен васкамасӑр ҫуталса кайнӑ хӗвел тухать, вӑрмансем хура ҫилхисем ҫинче вут ҫутисем йӑл-йӑл ҫутӑлса каяҫҫӗ, вара чуна пырса тивекен, тӗлӗнмелле хускану тапранса каять: улӑхсем ҫинчен тӗтре тата васкамасӑртарах хӑпарма тытӑнать те хӗвел ҫути пайӑрки тӗлӗнче кӗмӗл тӗслӗн курӑнать, тӗтре хыҫҫӑн сӗр ҫинчен тӗмӗсем, йывӑҫсем, утӑ капанӗсем тухса тӑраҫҫӗ, улӑхсем, хӗрлӗрех ылттӑн тӗслӗрехскерсем, хӗвел ҫутипе ирӗлсе пур еннелле те юхса кайнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ниҫта ҫӳремесен те юратчӗ-ха, апат тунӑ хыҫҫӑн, чулсен хушшинче сулхӑнтарах кӗтес туп та, ҫак кӑвакрах пӑрсем епле юхса иртнине пӑхса хӑяккӑн канса вырт. Балсенче ҫывӑхланнине, тухтӑр хӑйӗн пациенткипе ҫывӑхланнине, искусствӑна, живопиҫе, уйрӑмах музыкӑна пула пӗр-пӗринпе ҫывӑхланнине чарса тӑрас тетӗн пулсан, эсӗ ҫын кулли ҫеҫ пулса юлатӑн. Шурлах урлӑ шуса каҫсан, вӑл пысӑк уҫланкӑна тухрӗ. Эпӗ кепкӑна хыврӑм, манӑн пуҫӑм вӗриленсе кайрӗ, чӗрем татӑлас пекех ыратрӗ. Ҫак хыпара пӗр-икӗ минут хушши кана-кана темиҫе хут та кӑшкӑрса пӗлтерчӗ Боримечка. Пӗр ҫӗре пуҫтарӑннӑ маориецсем аслӑ вӑйран чӗтӗресе кӑна тӑраҫҫӗ, вӗсем Маунганаму сӑрчӗн мӑкӑрланакан тӑррине киленсех пӑхаҫҫӗ. Кун пекки унпа юлашки пилӗк-ултӑ ҫул хушшинче сахал мар пулнӑ, унашкалли вӑл чун ҫитӗнсе ҫитнӗ тапхӑрта мӗнпур ҫамрӑк ҫынпа тенӗ пекех пула-пула иртет. Ҫапла ҫав вӑл пирӗн хӗрарӑм! Ларчӗҫ те хашка-хашка сывлаҫҫӗ. «Акӑ мӗне пӗлтернӗ иккен ман тӗлӗк! — шухӑшларӑм эпӗ. Кӳлсе тӑрат! Разметнов Давыдов хваттерӗ умне правлени ӑйӑрӗсенчен пӗрне кӳлнӗ ҫӑмӑл урапапа пырса тӑчӗ. — Бойчона кала-ха, тархасшӑн, вӑл шӑпах унта — жандармсем ӑна тухнӑ чухне тытасшӑн. — Ку тата мӗн япала? — ыйтатӑп эпӗ. Ҫавӑн пекех пурте, командӑласа пурӑннисем, мӗнпе тӳрре тухӗҫ? Унӑн шухӑшӗсем тарӑн та питӗ кирлӗ пулнӑ, анчах хурлӑхлӑ пулман. Эпӗ пакӑлтататӑп, мӗншӗн тесен эпӗ телейсӗр, эпӗ никам юратман ҫын, мыскараҫӑ, артист, шӳт тӑвакан; анчах мӗнле хавхаланнӑ пулӑттӑм-ха эпӗ ҫак ҫӗрлехи сывлӑшпа ҫак ҫӑлтӑрсен, ҫак алмазсен айӗнче — хама юратнине пӗлнӗ пулсан!.. Мӗн? Пурнӑҫӗ те ӗлӗкхи пек мар та, хӑрасси те урӑхла, — пуриншӗн те шиклӗ. Каярахпа вӑл ман пата час-часах кӗме пуҫларӗ, кашни хутӗнчех эпӗ сывлӑхлӑ пулнишӗн хӑй савӑнни ҫинчен каласа паратчӗ, манран вӑл эпӗ хамӑн пурнӑҫӑн юлашки кунӗчченех Англире пурӑнма шутланипе шутламанни ҫинчен ыйтатчӗ, тепӗр икӗ уйӑхран хӑй Ост-Индине тухса кайма шутлани ҫинчен каласа паратчӗ. Юлашкинчен вӑл, темиҫе хут каҫару ыйтса ӳкӗннӗ хыҫҫӑн, мана хӑй карапӗ ҫинче хирург пулса ӗҫлеме сӗнчӗ. Ҫырантан пӗр икҫӗр чалӑшра шыв ҫинче дельфинсем чикелене-чикелене каяҫҫӗ, пӗр самантлӑха ҫаврака та мӑнтӑр ҫурӑмӗсене кӑтартса илеҫҫӗ. Ҫула тухар! — Ахалех, — тет вӑл, ӗҫлеме тытӑнса. Ун чухне ӑна Филиппе Ривэра тесе чӗнмен. Уйӑх тӳпене те ҫутатать. Гестапоран тухса тарнӑ та Севастопольте виҫӗ уйӑх хушши подвалта ларнӑ. Каярахпа ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа, эпӗ акӑ мӗн ӑнланса илтӗм: чӗри мӗн тери ҫунсан та, вӑл ҫапах хӑйне хӑй алра тытса, шанса панӑ ӗҫе тума пултарнӑ, хӑнӑхнине пула унӑн яланхи ӗҫӗсене тӑвас килнӗ. Духи? Вӑл хӑй виҫесӗр ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ пек туйрӗ тата Инсарова кӑна мар, Берсенева та хӑй ҫумӗнче тытасшӑн пулчӗ… Унӑн пурнӑҫ пурӑнни лачакара утнӑ пек пулнӑ, кашни утӑмрах унӑн умӗнче пылчӑкпа лӑймака ӑшне анса каяс хӑрушлӑх тӑнӑ. Унӑн пуҫӗ пӗр каҫрах кӑвакарса кайнӑ. Шӑпах ҫак минутра ӗнтӗ эпӗ ҫав тӑрӑшса хыпкӑнакан пӗчӗк пӑрахут ҫине пӑхрӑм та, вӑл американсен «харрикейнсем» тиенӗ карапран пӑрӑнса, чарӑнмалли вырӑна ҫывхарчӗ. Ӑна итленӗ тата ӑна «хрр…» тесе ответленӗ хыҫҫӑн, Каштанка пӳлӗм кӗтессисене шӑршлама тытӑннӑ. Тепӗр ирхине Алексей пар ҫине каллех кайрӗ. Ну, курам кӑна эсӗ ҫав шкул таврашӗнче ҫапкаланса ҫӳренине, асту вара. — Ҫапах та мӗн-ха ку? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. — Ҫырлахсамӑр, сире пачах ҫула май мар, ман пата ҫитме те инҫе. Эй, турӑ, вӑл каллех аташма тытӑнчӗ! Мантӑр-и мӗн? Колхозран тухма чарӑнчӗҫ. Кӗрет те хайхи, хӑйне апат ҫитерсе яма ыйтать. Выҫӑ ҫынна мӗнле-ха ҫитерсе ямӑн? Ӑна та шӑрпӑк тыттараҫҫӗ. Андрей малтанах тӗлӗннипе куҫне чарса пӑрахрӗ, унтан урисене хускаткаласа ахӑлтатма тытӑнчӗ, хӑйне пуҫӗнчен пӳрнисемпе шаккаса, савӑнаҫлӑн кӑшкӑрчӗ: — Охо! — Лашасем пур-и-ха санӑн? — интересленчӗ хӑна. Вӑл ӑна меллӗн кӑна чӗркесе ҫӑмха пек тунӑ та чӑмӑрне пытарнӑ. «Турра шӗкӗр, эсӗр аран ҫитсе ӗлкӗртӗр. Хӗрарӑмсенчен пӗри президиум сӗтелли ҫинчи хӗрлӗ сатин ҫивиттине туртса антарчӗ те унпа хыҫалтан Разметнов пуҫне чӗркесе лартрӗ. Разметнов чернилпа тусан шӑрши кӗрекен ҫивиттине сирсе пӑрахма хӑтланнӑ хушӑра Дымок, аллине сулса ямасӑрах, ӑна чӗре тӗлӗнчен пырса чышрӗ. Пынӑ ҫӗртех молитва вуласа пыран. Мӗнпур молитвӑна аса илӗн. — Анчах, синьора, — терӗ Грассини хыттӑн, — эсир пире вӗлермелли меслет сӗнес теместӗр пулӗ? — Илемне курса савӑнар-и? Ҫав хушӑра мазурка вӗҫне ҫите пуҫларӗ. Аркадие хӑйӗн дамипе уйӑрӑлма шел пулса кайрӗ: вӑл унпа сехете яхӑн ҫав тери аван ирттерчӗ! Аванччӗ ҫумӑр пӗрӗхсе ярас пулсан! Калама ҫук кичем те хӑрушӑ, эх, кам та пулин пуласчӗ манпа пӗрле… — Лайӑх-и? — тесе ыйтрӗ Саша. Володя хӑйне палӑрмаллах мӑннӑн тытать: вӑл сунара ҫӳремелли лаша ҫинче утланса килнипе мухтанать пулмалла, юриех питӗ ывӑннӑ пек тӑвать. Эпӗ унӑн пӑрунни пек пуҫне хамӑн алӑсемпе касса пӑрахас тетӗп… Дик! — терӗ вӑл сасартӑк. — Эдуард, — терӗ вӑл, — лӑпланӑр! «Пӗр курка ҫеҫ! Пӗр курка!» Ехусемпе пӗрле пурӑнса эпӗ чӗрӗ юлма пултаратӑп пулсан, манӑн пурнӑҫри авалхи кӑлтӑксем ҫӗнӗрен пуҫланса каймӗҫ-ши? Вӗсенчен пӗри хӑйӗн казакӗпе пӗрле пыракан офицер пулчӗ. Анчах ҫавнашкал ырлӑха кӗтсе илеймӗ вӑл, эпӗ ун пек ҫын мар! Дежурнӑйӑн лаши ҫеҫ, йӗнерленӗскер, вӑрман ҫумӗнчи ҫерем ҫинче тӑлӑпа ҫӳрет, тата хуралҫӑ казак кӑна черкескӑпа, пӑшалпа та хӗҫпе. Ромашов сасартӑк ун хӑлхинче кӗмӗлрен хӗреспе ҫурма уйӑх евӗр тунӑ алка пуррине асӑрхарӗ те: «Ку алкана эпӗ халиччен курманччӗ-ха», — шутларӗ ӑшӗнче. — Аха! — кӑшкӑрса янӑ пӗчӗк ҫын. «Славься» выля! — тесе кӑшкӑрнӑ. Ҫар оркестрӗ, машина хыҫӗнче тӑраканскер, марш янӑратса янӑ. Пӗр айӑк ҫинчен теприн ҫине йӑванса пыма нумай вӑях кирлӗ пулман. Февралӗн 10-мӗшӗнче кӑнтӑрла «Пилигрим» палуби тӑрӑх уҫӑлса ҫӳренӗ чухне Уэлдон миссис тинӗс шывӗ темӗнле хӗрлӗрех курӑна пуҫланине асӑрхарӗ. Ниҫта та вӑхӑт Российӑри пек хӑвӑрт иртмест; тӗрмере вӑл тата хӑвӑрт иртет, теҫҫӗ. Пӗррехинче, клубра кӑнтӑрлахи апат ҫине вӑхӑтра, вӑл Р. княгиня вилни ҫинчен пӗлнӗ. Вӑл Парижра ухмаха ерес патне ҫитсе вилнӗ. Ухмах, — куна ӑнланмалларах пултӑр тесе калаҫҫӗ, мӑшкӑласа мар, — кӗсре! Ну, ытти ҫинчен калама та кирлӗ мар — айкашу кӑна, анчах пурпӗр питӗ кулӑшла, халӑх вилес пек кулать, король сиккелесе-сиккелесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн сцена хыҫне кӗрсе кайсан, куракансем алӑ ҫупрӗҫ, кӑшкӑрчӗҫ, ахӑлтатса кулчӗҫ, лешӗ тепӗр хут тухса каллех ҫӗнӗрен хуҫкаланма тытӑничченех ҫапла шавларӗҫ, кун хыҫҫӑн та ӑна пӗтӗмпех тепӗр хут тутарчӗҫ. Мана сӑмсасӑр ҫӳреме аван мар. Оля, каласа пар ӑна тӗпӗ-йӗрӗпе, эпир краҫҫынпа тутӑр татӑкӗсем илӗпӗр те машинӑна тасатма кайӑпӑр. Вара унӑн тата тепӗр шухӑш ҫуралчӗ. — Кӗпе те кивҫен ил ҫавӑнтан, — терӗ вӑл. — Мӗн тӑвас тетӗн вара? — Эсир эпӗ туртӑнса тӑнине, хӑвӑр каланӑ пек… — каламасӑр тӑнине асӑрхарӑр-и? Нимӗҫсем ӑна ахалех хулӗсенчен тытса пыраҫҫӗ. Эпӗ ӗнтӗ хамӑн дама куҫӗ умӗнче пӗтсе ларнине ӑнланса витӗм те, ухмаха ернӗ пекех пултӑм. Вӑл — парти — сана та куншӑн каҫармӗ! — хӑрӑлтатан сассипе мӑкӑртатрӗ Банник, халсӑррӑн пукан ҫине ларса. Пурӑнӑҫ каллех хӑвӑрттӑн та ҫӑран иртме пуҫларӗ, ҫӗнӗ япаласен аслӑ юмахӗ кашни кулленех чун валли мӗнле те пулин ҫӗнӗ япала илсе кӳрет, ҫавӑ вара хаваслантарать те пӑшӑрхантарать, кӳрентерет тата пуҫпа та шухӑшлаттарать. — Урӑх нимӗн те тупаймарӑм, — тет вӑл. Аранах вара (ҫав саманта эпӗ халӗ те хама-хам кӑмӑллӑ пулса аса илетӗп) манӑн ӑшӑмра чӗре сисӗмӗ этем имшерлӗхне ҫӗнтерчӗ. Пуп, табак тӗпренчӗкӗсем тупас тесе, кӗсъе ҫӗввисене тӗплӗн ҫавӑра-ҫавӑра пӑхрӗ, анчах нимӗн те тупаймӑр, вара тӑваттӑмӗш ача енне — хура куҫлӑ, кӑвак кӗпеллӗ; чӗркуҫҫийӗсене сапласа пӗтернӗ йӗмлӗ ача енне ҫаврӑнчӗ. Ӗҫ хӑвӑртах вӗҫленчӗ. Ватти-и е ҫамрӑкки? Тасман Ҫӗнӗ Зеландине 1642 ҫулта уҫнӑ хыҫҫӑн нумай вӑхӑт иртнӗ, Европӑн карапӗсем унта тӑтӑшах пыра-пыра кайнӑ, ҫапах та ҫак утравсем хӑйсен ирӗкӗнче юлнӑ. — Эсӗ нимӗҫ комендант пур ыйтусене те ответлеме кирлӗ. — Килӗнче кам та пулин пур-и вӗсен? Пӗр хуралҫи ӑна хирӗҫ:— Санӑн пуҫӑнта пыйтӑсӑр пуҫне нимӗн те ҫук… — терӗ. Эх, апӑрша, вӑл пӗр хускалмасӑр выртать, суранӗнчен пӗр чарӑнми юн юхать… Унӑн кӑкӑрӗнче ҫуйхануллӑ, ҫав вӑхӑтрах тата савӑнӑҫлӑ шанчӑк хӗмленсе кайнӑ, вара вӑл, нимӗн ҫыхӑнусӑр мӑкӑртатса, калаҫма пуҫланӑ: — Кунтан ырри нимӗн те ҫук! Алексей ашшӗ майлӑрах пулнине Петр асӑрханӑ, анчах ӑна ӑнланма ытларах та ытларах йывӑр пулса пынӑ. Вӑл тӑхӑннӑ чаплӑ тумтир унӑн кӗлеткипе килӗшӳллӗ пулнӑ, вӑл хӑйне кӑшт вӗҫкӗнрех те питӗ чаплӑн, Англи ҫыннисем евӗрлӗ (вӑл Англире икӗ ҫул пурӑнса ирттернӗ), ҫапах та питех те киленмелле, килӗшӳллӗ тыткаланӑ! — Эп кунта килсе кӗни пӑтӑрмахлӑ мар-и? Хӑвӑр ман ҫинчен авӑ епле шухӑшланӑ? Хальхи туйсенче те апла-капла тумланса хӑтланкалаҫҫӗ, анчах ун чух хальхи пек-и. Эпӗ ӗнтӗ каччӑран укҫа ыйтмасӑрах каяс теттӗм, анчах кукамай пырса тӑчӗ те, мӗн пулнине ыйтса пӗлсе, пӗр тенкӗ укҫана илчӗ, мана лӑпкӑн каларӗ. — Пальто тӑхӑн тата одеял ил, ахалӗн ирпеле сивӗ пулать… — терӗ. — Лайӑхрах пулмасӑр! Кайран вара ун патне… — ку тӗле ҫитсен Георгий такӑнчӗ, — темӗнле ача пырса тӑчӗ те, вӗсем куҫран ҫухалчӗҫ. — Айванлӑх! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ минтерсем айӗнчен. Пурте ӑна хирӗҫ пулнӑ. Кай та хӑвӑн хатӗрлевҫӳсене мӗнле те пулин икӗ-виҫӗ сехет тытса тӑр. Урай хӑмисем хушшинчи ҫурӑксем витӗр мӗн те пулин курма хӑтланса, ачасем урайне тӑсӑлса выртрӗҫ, сехрисем хӑпнипе ҫавӑн пек тапранмасӑр выртрӗҫ. — Тух-ха ман пата, — терӗ дворник ҫирӗппӗн. — Эсир тем мар, Юрий Алексеич… эсир кӑштах ларӑр та пӑртак юсанкалӑр. Ҫаксене аса илсен, Энск присутствинче, тӗксӗм залра, ҫӳлӗ барьер хыҫӗнче ларакан чиновниксем манӑн сӑмахсене пурпӗрех ӗненмен пулӗччӗҫ тесе шухӑшлатӑп эпӗ халӗ. Хӑлатсем хӑйсене хӑйсем мӗнле тытнине пӑхсан, ҫав ҫын вилнӗ тесе калама пулатчӗ. Ҫӗре вӗсем мӗншӗн чаваҫҫӗ-ха? Часах пӑшал пенӗ сасӑсем чарӑннӑ, хӑранӑ хӗрарӑмсемпе ачасем лӑпланнӑ. Инсаров ӑна итлерӗ, пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӗ… вӑл темиҫе хутчен те ӑна чарасшӑн пулчӗ, унтан сасартӑк тӳрленсе тӑчӗ. — Сталина куратпӑр-и? Эпир ҫийӗнчех тепӗр шлюпкӑран иртсе кайрӑмӑр. Кавказ та ун умне, вӑл ӗлӗк шутланӑ пек мар, пачах урӑхла тухса тӑчӗ. Тупӑран персе янӑ хыҫҫӑн чылай вӑхӑт хушши шӑплӑх тӑчӗ, унтан пӑшалсемпе харӑссӑн персе яни илтӗнчӗ. Сакӑрвунӑ пин чулҫӑпа йӑтса-тултса тӑракан ҫитмӗл пин ҫын пӗр чарӑнмасӑр ӗҫленӗ тусем ҫинче тата хула ҫывӑхӗнче, вӑтӑр сакӑр пин вӑрман касаканҫӑран вуншар пинӗн кӑлара-кӑлара янӑ Ливана черетпе, унта пӗр уйӑх калама ҫук йывӑр ӗҫре ирттернӗ хыҫҫӑн икшер уйӑх канма тивнӗ. «Ӗҫеҫҫӗ пулмалла». Монастырь хуралҫи сайра хутра чугун хӑмана патакпа ҫапса янӑратрӗ, унтан сасартӑк, кая юлнӑ пек, питӗ васкаса, ирхи кӗлле чӗнсе чан ҫапма тытӑнчӗҫ, вара ҫав чан сасси янӑранӑ май Петр тӗлӗрсе кайрӗ. — Юратаҫҫӗ-и, юратма пултараҫҫӗ-и-пултармаҫҫӗ-и, — ӑна-кӑна ним те пӗлмен-ха хӑйсем, мӑшӑрланасса вара мӑшӑрланнӑ, кайран пурнӑҫ тӑршшӗпех асапланса пурӑннӑ; сирӗн шутпа ҫакӑ лайӑх-и ӗнтӗ? — пуринчен ытла старик ҫине мар, манпа адвокат ҫине пӑхса калаҫрӗ вӑл. Юлашкинчен хӑшӗ те пулин аслӑраххи юлташӗсене тӗлӗнсе калатчӗ: — Эсир итлер-ха, мужик мӗнле аптӑрать, чисти ҫамрӑк каччӑ пекех ьӗт! Кам манран ыйтмасӑр Шервуд вӑрманӗ тӑрӑх ҫӳреме хӑять? — терӗ. Мӗн калӗ барыня, ачи чирлесе кайсан?» Сизов ахлатса илчӗ, амӑшӗ тӗлӗнсе куҫне чарса пӑрахрӗ. Анчах опыт ӑнӑҫлӑ пулман, ҫавӑнпа та Томӑн тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвакан вӑйсене ӗненесси хыттӑнах татӑлчӗ. — Мӗскӗнӗм! — Мӗн унта чаваланатӑр эсир? Ривэра нимӗн ҫине те пӑхман. Яков ӑна укҫа пачӗ те, тарӑхса, хӑраса кайнӑскер, хӑвӑрттӑн аяккалла утрӗ. Йӑхран тухнӑ принц ҫук пирки вӑл, эпир ҫакна шансах тӑратпӑр, Вандейӑ дружинин ҫулпуҫӗ пулса тӑрӗ. Дарби Мак-Гроу! Ҫапла вӑл пӗр вӗҫӗмсӗрех кӑшкӑрать. Унтан ку сасӑ кӑштах хытӑрах янрама пуҫларӗ, вӑл вара киревсӗрӗн вӑрҫса уласа ячӗ: — Дарби, пар мана ром! — терӗ вӑл. Ача татӑкӑн-кӗсӗкӗн кӑна каласа парать. Долинник сисет — ача ҫынна шансах каймасть, ҫавӑнпа та сӑмахсене хӗнпе кӑларать. Ӗнтӗ кӗрешӗве пусарнӑ. Асту, Говэн: ҫак ятсем пире кирлӗ. Пирӗнни йышши мар (кӑна каласан, судья чӗлхипе ҫуланса илчӗ, кулса ячӗ, ҫав вӑхӑтра сӑмси тути ҫинчи табакне шӑршласа илчӗ), Миргород лавкисенче сутакан балык мар. Уҫланкӑ тӑрӑх йӗнерленӗ лаша каллӗ-маллӗ чупкаласа ҫӳренӗ. Анчах ку хутӗнче вӑл инҫерех кайнӑ. — Мӗнле, Димитрий Гаврилыч, — терӗ вӑл, капитана чӗркуҫҫийӗнчен тытса лӑканӑ май, — мӗнле пурӑнкалатӑр, батюшка. — Сире ӳкӗте кӗртме ҫуккине пӗлетӗп эпӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен. Ыйткалакан карчӑк пус пури ҫинчен тӑчӗ те, ҫивитти айӗнчен тухса, хӑйӗн ҫулӗпе сӗнкӗлтетрӗ. Каларӑм-ҫке сана: юратмастӑп тесе. — Ҫук, пӗчченех туман вӑл ку ӗҫе, — терӗ Матвей Юргин, йӗри-тавра пӑхкаласа илсе. Кӑна вӑл чӑн-чӑн вырӑс чӗлхипе каларӗ. Пӗр вӗҫӗмрен вӑл, хӑйӗн калавне ҫырса пӗтеричченех, «Ҫӗр ҫулта» тесе ларчӗ. — Ҫук, — терӗ Паганель, — эпир Вайпа хӗррипе каятпӑр. Унта ҫул ҫӑмӑлтарах пулма тивӗҫлӗ. — Эпӗ улпут мар, ҫын! — терӗ ӑна хирӗҫ Софья, йӑл кулса илсе. Пантелейпе карчӑк Егорушка ури ҫумӗнче лараҫҫӗ, анасласа та ассӑн сывла-сывла, темле чӑшӑлтатса-пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ. Никитӑшӑн хӗрарӑм ыйтӑвӗ ҫӗнӗ, халиччен пӗлмен япала пулнӑ, вӑл халӗ унӑн пырне темле йӳҫҫӗн кӑтӑкласа тӑнӑ. Техник Лури тата эпӗ пӗрле пурӑнаттӑмӑр. Амӑшӗ пӑхса итлесе ларчӗ те, унӑн умӗнче, тӗттӗмре Павелӑн тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсен ҫулӗ ҫутӑ йӗр пек курӑнса ҫиҫсе илчӗ. — Мӗн Смолин, эс ятлаҫатӑн? — лӑпкӑн ҫеҫ ыйтнӑ Фома ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса. — Акӑ анфракс, Офир ҫӗрӗн тасалӑх чулӗ, — тенӗ патша. Вӑрманӑн пӗчӗк утравӗсем, сӑртсем, йывӑҫсем, ту хырҫисем, чул тусем, маяксем пек, пӗр-пӗринпе ылмашса пыраҫҫӗ те эсир хӑвӑр вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗр талккӑшне ҫӗнтерсе пыни ҫинчен сире пӗлтерсе тӑраҫҫӗ. Вӑл та-и? — вӗҫерӗнсе кайрӗ Анна Сергеевнӑн. Темиҫе хут та ӑна колхоз правленийӗнчен Давыдовпа пӗрле тухнине курнӑ. Хуторти хаяр йӑлана пӑхмасӑр, вӑл Давыдова хулӗнчен ярса тытнӑ, хулпуҫҫипе ун ҫумне тӗршӗнме те именмен. Хӑйне Баллибалахра мӗнле савӑнӑҫсем кӗтни ҫинчен шухӑшласа ларнӑ пек, Фелим пӗр хушӑ ним шарламасӑр ларчӗ. — Ҫапла пуль те! Сире тата ҫавӑнта асӑннӑ ҫынсене пурне те, хӑвӑрӑн тата вӗсен ирӗкӗпе, ҫын пурӑнакан ҫӗр ҫине тухас ӗмӗтпе суднӑна пӑрахса тухма хушатӑп…» Аҫа кушак нимӗн турткаланмасӑрах пӗчӗк матрац ҫине кайса выртнӑ та, куҫӗсене хупнӑ. Эрехе яланхинчен ытларах сӑхса кӑларнӑ. Халӑх ӗҫрен пушаннӑ. Анчах… хуть те мӗн пулсан та кирлех пулнӑ-и сире ун пек тума? Вӑл тӗттӗм ҫӗртех пире хӗрес хурса ҫывӑрма выртать. Кунта вара Полина, яланхи пекех, ӑна кӳрентерекен сӑмахсем каласа тӑкрӗ: — Паллах ӗнтӗ, саншӑн, эрешмен, лайӑх кӑмӑл кӑна пултӑр! Эпӗ пӗр кун кунӗпех авалхи чи ӑслӑ ҫынсемпе — Гомерпа тата Аристотельпе калаҫса ирттертӗм. Эпӗ тӳссе тӑраймарӑм тетраде ун аллинчен туртса илтӗм те:— Сана эпӗ хам ҫырнисене урӑх нихӑҫан та кӑтартмастӑп, — терӗм. Каҫхине король хӑнаран хӑнана ҫӳрерӗ, пурне те йӑпӑлтатрӗ, пуринпе те туслашанҫи турӗ, сӑмах майӑн хӑйӗн пастви лере, Англире, иккенне аса илтерсех тӑчӗ, ӑна унта питӗ кӗтеҫҫӗ иккен, ҫавӑнпа васкамалла: эткерлӗхпе ӗҫ вӗҫлемелле те киле васкамалла. Манӑн ун валли мӗн те пулин парса ярас килет. Эпӗ сире турӑ умӗнче каланӑ пек калатӑп, текех чӑтма халӑм ҫитмест. Ҫапла килсе тухрӗ те. Каҫпа, пурте ҫывӑрма выртсан, эпӗ хамӑн хуҫа патне ҫыру ҫыртӑм та ӑна хамӑн пӳлӗмри сӗтел ҫине хутӑм, хамӑн тумтире, виҫе талер укҫа илтӗм те ерипен урама тухрӑм. Вӑл: «Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн эс, — тет, — манӑн юлашки кадрсем вӗсем», — тет. Ҫакӑн пек сӑлтавсӑр кӳрентернипе Алексей тӑруках хӗрелсе кайрӗ. Вӑл тӳре кӑмӑллӑ ҫынччӗ, анчах пурнӑҫпа тан ӳссе пыма ӗлкӗрейместчӗ, ҫакна вара хӑй те ӑнланмастчӗ. Ларӑр акӑ сак ҫине, сулхӑна. Мӗн темелле-ха ӗнтӗ куна — хӗрарӑмсемпе ача-пӑчасене вӗлернине? Хӑй вӑл тӗреклӗ арҫын, унӑн самаях кӑвакарнӑ сарлака сухалӗ ункӑн-ункӑн пӗтӗрӗнсе тӑрать, цыганӑнни евӗр кӑтра та хура, ҫӑра ҫӳҫӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ пекех курӑнать, сӑмси пысӑк, кӑшт кӑвакрах куҫӗсем ҫӑра куҫхаршисем айӗнчен чӑрсӑррӑн пӑхаҫҫӗ, ҫынсем тата, вӑл аллисене аялалла уссан, унӑн сарлака ывӑҫ тупанӗсем чӗркуҫҫисене сӗртӗннине те асӑрхарӗҫ. — Вӑл ӗнер шлепкишӗн те ытларах тӳлерӗ. Кравать ҫинче сӑмах чӗнмесӗр, ним шутламан пек выртакан Лятьевский ҫӗкленчӗ, ҫара урисене урайнелле усрӗ, аллисене шӑтӑртаттарса, карӑнса илчӗ те пӗртен-пӗр куҫӗпе мӗл пӑхрӗ. Хапхи ун хыҫҫӑн ҫавӑнтах хупӑнса юлнӑ. — Балне вӑл маншӑн парать, — терӗ Матвей Ильич пӑшӑрханчӑклӑн. Пӑхар-ха, атьсем: рак! — ҫӗнтерӳллӗн кӑшкӑрчӗ те Кирюха ҫынсене чӑнах та рак кӑтартрӗ. Митинг председателӗ Корчагин. Гриша Тӗттӗмре ларма хӑрушӑрахчӗ пире, эпир пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ те ним шарламасӑр кӗтетпӗр. — Мӗн эсир? Артур ун ҫине хӑйӗн пысӑк кӑвак куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. — Шӑтӑк… алтаҫҫӗ-и? Вӑл сак ҫине лӑштах ларчӗ те, ахӑлтатса кулма тытӑнчӗ, пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхса аничченех ахӑлтатрӗ. Флинтуна парнелесем. Роберт, Паганель, майор, Том Аустин тата матроссем пӗрин хыҫҫӑн тепри патагонеца, пӗтӗм тарӑн кӑмӑлран чӳхенсе кайса, юлашки хут алӑ параҫҫӗ. Ҫак мухтавлӑ ҫынсем хӑйсене юратакан харсӑр проводникпа уйӑрӑлса чӑнахах та пӗтӗм тарӑн кӑмӑлран хускалчӗҫ. Эпӗ ҫырма хӗрринче тӑна кӗтӗм, ман умра Ромаҫ кукленсе кӑшкӑрса ларать: — Мӗ-ӗн? Ахӑрнех, пурне те вӗсене малалла пӑхма, урнӑ хӑватпа ҫӗклесе пыракан хум-шав хӑйсене ӑҫталла юхтарса кайнине пӗлме хӑрушӑ пулнӑ пулас. Эпӗ вилес пек ывӑнса ҫитнӗ. Ҫывӑрса кайиччен чылай вӑхӑт хушши ҫаврӑнкаласа выртрӑм, унтан вут сыппи пекех, нимӗн пӗлми ҫывӑрнӑ. Хӗвел кӗтмен ҫӗртен сӳнес пулсан, ҫынсем тата пӗр вуншар ҫул ӳсентӑрансем пухнӑ Хӗвел ӑшшипе пурӑнма пултарнӑ пулӗччӗҫ. Хӑвӑн шутупа мӗнле? Мана сывлӑх сунсан, анне икӗ аллипе тытса пуҫӑма каҫӑртрӗ, унтан ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ те:— Эсӗ макӑртӑн-им паян? — терӗ. — Ҫапла, ҫапла. Выля, Оля! — Эпӗ кунта кантур иккенне пӗлмерӗм; тепӗр каласан, эпӗ тӳлеме те пултаратӑп… Ҫак вӑхӑтра вӗсем килӗсенчен тухса ҫӳреме пултараймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӗсем патне хӑйсен тусӗсем час-часах пырса курма тытӑнаҫҫӗ. Хуняшшӗ ун амӑшӗпе шухӑ шухӑшсемпе шӳт тунине, вӑл хӑйӗн еркӗнӗ ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхса сухалне якаткаласа тӑнине, амӑшӗ, ун умӗнче купарчисене пӑркаласа, хӑйӗн илемӗпе намӑса пӗлмесӗр мухтанса ҫӳренине асӑрхасан, Наталья пушшех те хытӑ кӳреннӗ тата ытларах ӑмсаннӑ. — Эпӗ кунтан ытла хӑвӑрт пыма пултараймастӑп, — терӗм эпӗ. Бомбардирсемпе кавалеристсем вара офицертан кӑштах аяккарах ларчӗҫ, чӗмсӗррисем вара, лере, алӑк патнех, ҫутӑ хӗлхемӗ кӑшт ҫеҫ ӳкекен ҫӗрех кайса вырнаҫнӑ. Эпӗ шухӑшлаттӑм, — акӑ ӑҫта ӗнтӗ чӑн-чӑннине астиветӗп, теттӗм!.. — Эпир ӑна сирӗн совхоза качча панӑ пекрех килсе тухать, — терӗ Левицкий, — ӑна юратма сӗнетпӗр; эпир, комсомол, хамӑр енчен ӑна вӑй ҫитнӗ таран пулӑшӑпӑр. — Халӗ эпӗ сире плугне майлаштарса парам, сирӗнпе пӗрле пӗр-икӗ ҫаврӑм утса ҫаврӑнам, вара кайран эсир хӑвӑрах хӑнӑхса ҫитетӗр. Кондрат Давыдов плугне майлаштарса пачӗ, пӗкече картне касӑ тарӑнӑшӗ виҫӗ вершук ҫурӑ пулмалла туса лартрӗ, унтан сисмесӗрех «эсӗ» тесе чӗнме пуҫласа, ҫула май малалла ӑнлантарса пычӗ: — Сухалама тытӑнсан, хӑвах курӑн унта, вӑкӑрусене йывӑртарах килет пулсан, ак ҫак япалана пӗрре ҫурӑ хута яхӑн пӑрса хытар. — Ах, ҫук! — аран-аран ӗсӗклеме чарӑнса, малалла чупнӑ май ответлерӗ Женя. — Хӑлӑхсӑрри пачах туртмасть, — тетӗп эпӗ. Вӑл ҫар лётчикӗсен уҫӑ кӑкӑрлӑ френчне тӑхӑннӑ, формӑллӑ брюкине пушмак ҫийӗн кӑларса янӑ, сенкер петлицисем ҫинче виҫӗ кубик курӑннӑ, — ку ӗнтӗ вӑл старший лейтенант пулнине пӗлтернӗ. — Ҫӑкӑрне те пулин ҫийӗр, вӑл сире вӑй кӗртӗ. Анчах ҫав тери лайӑх ҫулҫӳрев ку. Эх, манӑн та сирӗнпе пӗрле пырасчӗ… — Мӗн? Эпир унпа питӗ ӑшшӑн уйрӑлтӑмӑр. — Тен, ҫапах та курӑпӑр ӑна, хакӗ пирки килӗшӗпӗр унта. Мӑнтарӑн ҫынӗ! Хӑвӑн ҫавӑн пек ӗҫӳсене, шкулта халиччен илтменскерне, мӗн пирки пулчӗ тетӗн эсӗ? Симурден вуланӑ вӑхӑтра Марат ун ҫине куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ, унтан хӑйне хӑй каланӑ пек шӑппӑн мӑкӑртатса:— Кӑна пирӗн Конвент декречӗпе е Обществӑна хӑтаракан Комитет постановленийӗпе ҫирӗплетмелле, — терӗ. Ҫамрӑк креолка тӳрех ответлемерӗ — вӑл ним тума аптӑраса кайнӑ пек пулчӗ, вара темӗн ҫинчен хытӑ шухӑшлама тапратрӗ. — Пит аван, тӑванӑм, — терӗ Халл капитан. Ӑна вӗт эпӗ таврӑнни ҫинчен те калама юрамасть. Савӑннипе вӑл, халь ҫеҫ Саня каланӑ тӑрӑх, вилсе выртма пултарать. — Ҫук, эпӗ ҫакӑнтах юлатӑп, — терӗ Оленин. Тоня вуласа пӗтереймен романне аллине тытрӗ, веранда алӑкне уҫса, пусма тӑрӑх сада анчӗ, сӑрлӑ калинкке хапхана тӗртсе уҫрӗ, унтан станцири водокачка патӗнчи пӗве еннелле майӗпен утрӗ. «Кама тытрӑр?» ыйтрӗ голова. Эпӗ сана тем пекех ачашласа ыталанӑ та, кинжалпа чиксе пӑрахма та пултарӑттӑм. Ҫиессе — курӑк тавраш чӑмлакаларӗ, тепӗр майлӑ каласан, вӑл кашкӑрлах выҫӑхса ҫитсеччӗ ӗнтӗ. — Табак мӑкӑрлантарса тултарчӗҫ пуль-ха? — ыйтрӗ тепӗр казачка. — Мӗн, сволочь? — ыйтрӗ Артамонов хӑйӗн тӑшманӗнчен; лешӗ вырӑнтан та тапранмарӗ, ответ та памарӗ, тутисене ҫеҫ хускаткаласа илчӗ. Пӑрахут пристань ҫумӗнчен уйрӑлнӑ чухне те ҫавӑн пек туйӑнать. — Вӑл унта пурӑнмастех. Унӑн шухӑшӗпе налога ҫынсем ҫине вӗсем хӑйсем питех те паха япала вырӑнне шутлакан ӑс-пуҫпа ӳт-пӗвӗн пахалӑхне шута илсе хумалла. Вӑл кунта иккенне ӑҫтан сисме пултарччӑр? Пӑтранчӑк сывлӑшра ҫынсем хуллен пӑшӑлтатни илтӗнет, аптекӑри пек тӗрлӗрен шӑршӑ пӑтранса тӑрать. Ҫак шахта «ывӑтса кӑлармалли» текен ансӑр тарӑн шӑтӑк пулчӗ. Ку вырӑн, паллах, Ҫӗр сивӗннӗ вӑхӑтра унӑн хуппи пӗрӗннӗ пирки пулса тӑнӑ. Каҫасси ҫинчен шухӑшлама та ҫук. Эпӗ васкаварлӑн тумлантӑм та тухрӑм. Эпӗ Голландире нумай пурӑннӑччӗ, Лейден хулинче вӗреннӗччӗ, ҫавӑнпа голланди чӗлхине аван калаҫатӑп. Ӳт-пӗвӗ этем чӑтмалла мар ыратнипе халӗ вӑл чӑтма ҫук халтан кайрӗ, Халӗ ӗнтӗ вӑл пӳрнине хускатма та пултараймӑрӗ, — ҫакӑнтах хӑй пӗр-икӗ сехет каялла ҫеҫ мӗнле майпа шума пултарнинчен те тӗлӗнчӗ. Сарай патне ҫитсен эпир ӑна мал енчен те, аяккисенчен те тимлӗн пӑхса ҫаврӑнтӑмӑр, пӗр айккинче, ҫурҫӗр енче, тӑваткал чӳрече пур, эпӗ ӑна хальччен курманччӗ, ҫӗртен самай ҫӳлте вӑл, ун ҫине хулӑн хӑма ҫапса хунӑ. Эпӗ вӑл тӗпелте салтӑннине, Катьӑна: «Каллех хаксем ӳссе кайрӗҫ: купӑста вунпӗр пус, пӑру ашӗ вӑтӑр пус, асӑнтарма хӗрӗх пус, ҫӑмарта тенкӗ те ҫирӗм пус!» тесе калакала панине илтрӗм. Вӗсем хушшинче тахҫан-тахҫантанпах хайсене тытма пӗлеслӗх, сӑпайлӑх тӗлӗшпеле тӗлӗнтермӗш ӑмӑрту пырать, ҫав йӑла тӑрӑх вара бала ыттисенчен маларах пыни дамӑшӑн мӑшкӑллӑ пек шутланать. Мӗне кирлӗ ҫамрӑклӑх, мӗне кирлӗшӗн пурӑнатӑп, мӗншӗн манӑн чун пур, мӗне кирлӗ вӗсем пурте? …Инсаров… — эпӗ мӗнле ҫырмаллине пӗлместӗп, — Инсаров господин, унчченхи пекех, мана шухӑшлаттарать. «Вӗсем вара пире тухса кайма ирӗк парӗҫ, — тесе шухӑшларӗ вӑл. — Апла пулмасан? Пӗчченех пуриншӗн те кӑтартӑп! Пичӗ пӗркеленсе пӗтнӗ, ҫӳҫӗ шап-шурӑ, анчах бекеши ӗлӗкхиех. Халь пирӗн алӑсем валли урӑх ӗҫ пур. Магелланччен малтан ытти ҫулҫӳревҫӗсем те ҫав пӗлмен ҫӗнӗ океана ишсе каясшӑн пулнӑ, анчах пур ҫӗрте те вӗсем экватор ҫывӑхӗнче е унран инҫетре ҫур-ҫӗрпе кӑнтӑра яланах Америка ҫыранӗсем пӳлсе тӑнине курнӑ. Ӑшра вут ҫунать. Эсӗ, Катя, — хушса хучӗ вӑл, — Аркадий Николаевич валли мӗн те пулин выляса пар; вӑл музыкӑна юратать, эпир те итлӗпӗр. Ун чухне, Ҫурҫӗрти сивӗ ҫӗрелле тухса каякан кулаксене ӑсатса янӑ кун, вӑл уҫҫӑнах, пӗр вӑтанмасӑрах, яра кун тӑршшипех Тимофее кӗтсе, Борщевсен килӗ таврашӗнче уткаласа ҫӳрерӗ. — Анчах трюмра, — терӗ Халл капитан, — эсир тен, темиҫе таракан тупма та пултарӑр, енчен вӗсем сире кирлӗ пулсан. Алексей Мересьева госпиталь хыҫҫӑн сывалса ҫитме Сывлӑш ҫар вӑйӗсен Мускав ҫывӑхӗнчи санаторине ячӗҫ. Вӑл урампа иртсе пынӑ чух ун ҫинелле чӳречесенчен, калинккесенчен, пӳрт умӗнчи пӗчӗк пахчасенчен, хӳме-картари ҫурӑк-хушӑксенчен пӑхрӗҫ. Ҫапла ҫав, хӑрушӑ вунултӑ ҫулхи ҫамрӑк пуҫпа вилме! Вӑл урлӑ пулнӑ каштана ҫӗклерӗ, вара кимӗ тӗттӗм шыв ҫинче майӗпен силленсе малалла ишсе кайрӗ. — Хӑвӑр тивӗҫӗре тытасшӑн-и эсир, ҫук-и? — тесе ыйтрӗ вӑл хаяррӑн. Вӑрҫӑ шала кӗрсе кайнине пурте ӑнланса илчӗҫ. Ҫамрӑк арӑмпа иккӗнех ларса пынӑ чухне князь унӑн сивлек сӑн-сӑпатӗнчен пӗрре те тӗлӗнмен. — Мӗншӗн пирӗн савнӑ Наталья Николаевна килмен? — сасартӑк ыйтрӗ Иван Иваныч князь пӗр хушӑ чӗнмӗсӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Кун каҫа пилӗк хут кулса илетӗн, пилӗк хут макӑратӑн! — Хаҫатсем илсе кай, анчах кӗнекесем ҫук, ман патра вулав ҫурчӗ мар. — Тӗлӗнеттӗмӗр пиччепе иксӗмӗр: суккӑр епле-ха ҫил-ҫунатлӑ Карыйпа пӗрле ҫӳреме пултарнӑ? Эп сана пӗррехинче, аслӑ уяв кунӗнче курнӑ пек те туйӑнать мана, сан урапу хыҫӗнчен чупнине те астӑватӑп-ха эпӗ. Анчах «Пилигрим» ҫинче ун пек тупӑсем ҫук. Корчагин тӑчӗ. Кӗпер ҫинче тӗттӗм. Шыва татӑлса анас мар тесе, вӗсем выртсах шурӗҫ. — Яков та ҫук. — Апла эппин. — Барыня унпа… ху-ураскер… Амӑшӗ ывӑлӗ ҫинчен шухӑшларӗ… Тухатмӑш ҫак хушӑра ҫав тери ҫӳле улӑхма ӗлкӗрчӗ, халь ӗнтӗ вӑл тӳпере хура пӑнчӑ пек ҫеҫ вӗлтлеткелесе илет. Анчах хура пӑнчӑ курӑннӑ ҫӗрте, темшӗн-ҫке, ҫӑлтӑр курӑнми пулать. Пӑнчӑ ҫывхарать те — ҫӑлтӑр ҫухалать. Нихҫан та никама та улталас ҫук! Вӑл ӗлӗк хӑнӑхнӑ ӗҫсене манса каякан пулать, хӑйӗн пӳлӗмӗнчен сайра-хутран кӑна тухкалать, талӑкӗ-талӑкӗпе шухӑша путса ларать. — Манран хытӑрах юратнӑ-и эсӗ ӑна, Соломон? — Евгений, сана халь аванрах, турӑ пулӑшсан, чӗрӗлӗн те; анчах ҫак вӑхӑтпа усӑ курса юл, аннӳпе иксӗмӗре йӑпат ӗнтӗ, христианин тивӗҫне туса тат! Пурте ӑнланнӑ: чи йывӑррине пурӑнса ирттернӗ, колхозра ӗҫсем майлашса кайрӗҫ пулсан, малашне ӗнте вӗсем ҫултан ҫул лайӑхланса пырӗҫ: йывӑҫ та ҫавӑн пекех — пӗрре тымар ярса, тӑпра ӑшӗнче тӗрекленсе ларсан, турачӗсене ҫултан ҫул, ытларан та ытларах сарса пыма тытӑнать… Том та хӑй сиснине палӑртмарӗ. Хӗнеме хал ҫитерейместӗп. Хулара унтан лайӑх хваттер ҫук. Ни тӑмана пуррине, ни хура кушака асӑрхамарӑм эпӗ, ун вырӑнне вара кӑмака ҫинчен ман еннелле тӗлӗннӗ те шанса пӗтереймен пекле куҫӗсемпе икӗ пысӑк чӑп-чӑпар шӑнкӑрч пӑхса ларать. Хӗрарӑм алӗҫне тума Зегржт ытти чылай-чылай хусах офицер пекех, авланичченех хӑнӑхса кайнӑччӗ, халӗ вара ҫавсемпе аппаланма ӑна хӑр-нуша хистет. Ун куҫӗсенчи хӑрушӑ та хаяр хӗлхеме курсан, Алексейӑн ҫӳҫӗсем вирелле тӑчӗҫ. Пӑван пӗртте хускалмасть, куҫне хупса, ҫӑварне кӑшт кӑна уҫса выртать. Аркадий тавҫӑрса илеймерӗ, ҫамрӑк ҫынсем сӑнанӑ пек ҫаплах ӑна сӑнарӗ, ҫаплах хӑйӗнчен хӑй — мӗне пӗлтерет-ха ку? тесе ыйтрӗ. Пирӗн урасен айӗнче пусма картлашкисем вырӑнне пулнӑ чулсем ытти стенасем ҫинче сталактитсем пулса тӑчӗҫ. Морис Джеральд ҫавӑн пек тума пултарманнине эпӗ пӗлеттӗм, вара эпӗ ӑна курма кайрӑм. Хӑвала, Ҫимук! Ҫук хирӗҫ? Ним хускалмасӑр, ҫӑварне карса тӑчӗ Чартков картина умӗнче, юлашкинчен, курма килнӗ ҫынсемпе художниксем пӗчӗккӗн шавлама пуҫласан тата картина пахалӑхӗ ҫинчен калаҫма тытӑнсан, унтан вара хӑйӗнчен картина пирки мӗн шутланине каласа пама ыйтсан ҫеҫ вӑл тӑна кӗчӗ; вӑл хӑйне нимрен те тӗлӗнмен пек кӑтартасшӑн пулчӗ, сивӗ чунлӑ художниксем евӗр ӑна хурласа пӑрахас тесе: «Паллах, художникӗн таланчӗ ҫук мар, ӳкеркеленӗ, шухӑшӗ пурри те сисӗнет, анчах чи кирлине илес пулсан…» текен сӑмахсем каласа хурасшӑн пулчӗ. Пӗтӗм халӑх хумханса илчӗ. — Кам калать эп арӑма муритлерӗм тесе? «Кӑтӑш пуласси», тенӗччӗ пулас ӑна ӗлӗкхи ырӑ романсенче. — Питех те тӗрӗс ку, Владимир Ефимыч, — унпа темӗнле васкавар та юрасшӑн пулнӑн килӗшсе, яланчӑкла, ӑна хӑйне ҫавнашкал туйӑнчӗ, хушса хучӗ Ромашов. Ҫав вӑхӑтрах, сӗтел хушшинчен тӑнӑ май: «Ҫапла, манпа кунта пит хисеплешсех каймаҫҫӗ. Бронепоезд ҫумӗнче ҫулланса пӗтнӗ темиҫе ҫын тӑраҫҫӗ, вӗсем бронепоезд кустӑрмисен йывӑр хурҫӑ виттине ҫӗклеҫҫӗ. Анчах аякка вӗҫсе каяймасть мантикора. (Dönhof, sei stull) тесе тытса чарчӗ. Лиза… ҫук. Тепӗр мӗлке, пӗшкӗнсе, туннель шӑтӑкӗ патне виркӗнчӗ. Козаксем хура куҫхаршиллӗ панянкӑсене, шап-шур кӑкӑрлӑ, тап-таса пит-куҫлӑ хӗрсене те хӗрхенсе тӑмарӗҫ: вӗсем алтарьсем патӗнче те ҫӑлӑнма пултараймарӗҫ, Тарас вӗсене алтарьсемпе пӗрлех ҫунтара-ҫунтара ячӗ. Ӑна чӑтаймасӑр кӗтсе тӑнӑ Огнянов сӑнран пӑхсах мӗнле хыпарсемпе килнине пӗлесшӗн пулчӗ. Вӑл тухса кайнӑ хыҫҫӑн блиндажра хытӑрах шавлама тапратрӗҫ. Вӑл Оленина тахҫанах балалайка каласа савӑнтарма сӑмах парсаччӗ, ҫавӑнпа та халӗ питӗ савӑк пулчӗ. Оленин ҫырса ларнине курсан, вӑл кӑмӑлсӑрланчӗ. — Ӑна эсир кӑна, арҫынсем, ҫапла шутлатӑр, — парӑнасшӑн мар пулса, пирӗн ҫине пӑха-пӑха калаҫрӗ майра, — хӑвӑра ирӗке яратӑр та хӗрарӑма вара, тӗрмери пек, пӳртре кӑна хупса пурӑнтарасшӑн тӑрӑшатӑр. Садра пулса иртнӗ калаҫупа хурланса хумханнӑ хыҫҫӑн, Монтанелли майпенех лӑпланса пӑшӑрханма пӑрахнӑ, халӗ ӗнтӗ пур япаласем ҫине те ӗлӗкхи пекех лӑпкӑн пӑхнӑ. Степанов хӑй носки вӗҫҫӗн тӑнине те сисмест. Парне, ачсемӗр, парне, тата пӗтӗм ҫӗршыв панӑ парнесем теме те пулать! Хулара шӑпах. Кондрат, пӗр ырхан лашапа кӑна пурӑнса, нуша ӑшне мӑй таранах путса ларнӑччӗ. Анчах эпир пӑртак тӗлӗрсе выртнӑ ҫӗрте темӗскер кӑштӑртатнӑ пек илтӗнчӗ. Алексей вилнӗ ҫынна пытарас тӗлӗшпе хыпаланса ҫӳрерӗ, лашапа хулана кайса килчӗ, унтан таврӑнсан пӳлӗме чупса кӗчӗ, Ульянӑран пытармалли, пумилкке тумалли йӗркесем ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Хӑш чухне сасартӑках унӑн ҫав ӑнланманлӑхӗ сивӗ шиклӗхе куҫнӑ. Кая юлнӑ уйӑх япӑх ҫутатать пулсан та, Давыдов хӗрӗн именчӗк те салхуллӑ куллине асӑрхарӗ. Хӑй вара салхуллӑ, кирлӗ тапхӑрта хӑвӑрт та харсӑр хускалусем тӑвассинчен сыхланать, сассине ҫӗклентерме те юратмасть, анчах та аллипе тӳрӗ тӗртсе: «Эпӗ санран ыйтрӑм-ҫке, юратнӑ ҫыннӑма», е «Мӗн пулчӗ сана, тусӑм, ӑса кӗр-ха эсӗ», тесе лапкӑн калать; ҫак вӑхӑтра вӑл, кӑштах шӑлӗсене ҫыртса, тутине ҫеҫ чалӑштарать. Крозе капитан платниксене хӑй ертсе пырса ӗҫлеттернӗ. Ку — Гор, ӑна пуҫӗнчен амантнӑ. Ача пӗтӗмпех хӑйӗн ӗҫне путнӑ, вӑл хӑй ҫине Тоня тинкерсе пӑхнине асӑрхамарӗ те. — Кунта пулӑ лекет-и вара? Мӗнпур инкекӗ те — ҫак тупнӑ лаптӑк тӗлӗнмелле лайӑх та, ҫав хушӑрах ниме тӑман усӑсӑр япала пулнинче кӑна. Пултаруллӑ темелле ӗнтӗ ӑна, пурне те майлаштарма, кирлӗ пек пӑхса яма пӗлет вӑл. Ун патне кам та пулин урӑххи ҫӳрени ҫинчен арҫынсенчен пӗри те пӗлмест. Шухӑшламаҫҫӗ те вӗсем ун ҫинчен. — Эй, ӗҫсемӗр, ас тӑвӑр, каҫ пулчӗ-ҫке ӗнтӗ, сивӗ пулать. — Эсир кайӑр… Паян ирхине эпӗ кантра ҫинчен тӳшек ҫивиттипе шурӑ кӗпе кивҫен илме пултартӑм; тата кивӗ михӗ шыраса тупрӑм та вӗсене ун ӑшне чикрӗм, йывӑҫ ҫӗрӗкӗсене те унтах чикрӗмӗр. Турӑ пулччӗ! Хамӑр шутланӑ пек кӗтмен ҫӗртен парнелес кӑмӑл йӑлтах ҫухалчӗ. — Ҫак кунсенче эсӗ ӑҫта ҫухалса ҫӳрерӗн? — тесе калаҫма тытӑнчӗ старик каллех. Ромашов хӗрелсе кайрӗ, туять, ҫамки унӑн ҫийӗнчех вӗтӗ-вӗтӗ тар пӗрчисемпе витӗнсе ларчӗ. Манӑн кӳршӗм тепӗр ирхине те ҫавӑн ҫинех пӑхса выртрӗ. Судьи ҫавах, присяжнӑйсем те ҫавсемех, халӑх ушкӑнӗ те ҫавах. Пирӗн стрелоксем пӗр чарӑнмасӑр переҫҫӗ, анчах ҫав тери васканипе, пӗрре те лектереймерӗҫ курӑнать. Астӑватӑн-и, фабзавучра вӗреннӗ чух эпир алгебра задачисене пӗр цифрӑна тепӗр цифра вырӑнне пырса лартса, «подстановка» текен меслетпе шутлаттӑмӑр. Кунта килет!.. Ҫак пӗртен-пӗр пунктра килӗшӳ тупаймарӑмӑр пулин те, — ку тӗлӗшпе пирӗн хушӑра каҫса каймалла мар тарӑн ҫырмаччӗ, — эпир пӗр-пӗрин патне вӑйлӑраххӑн та ҫирӗпреххӗн туртӑнма пуҫларӑмӑр. Эпӗ ӗҫлеме пӑрахатӑп. Вӑрҫӑра пулас? Капла эсӗ ху пирӗн ҫинчен пӗлтерме шутламастӑн-и? Вӗсемпе пӗрле ларса, ӑнланмалла япаласем ҫинчен каланине итлесе, Кама шывӗн хӗррисенелле, пӑхӑр хӗлӗхсем пек карӑнса ларакан хырсене, улӑхсене пӑхса пыма аван, — унта шыв тулнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк кӳлӗсем тӑрса юлнӑ та, ҫӗмрӗк тӗкер ванчӑккисем пек курӑнса выртаҫҫӗ, хӑйсем ҫине кӑвак пӗлӗт ҫутти ӳкнӗ. — Тоня, Павела аллинчен тытса. — Апла, ответлемелле-и? Унтан, кӑшт тӑрсан, тепӗр сасӑ илтӗнчӗ, ҫав хӑйӑлтатакан хаяр сасӑ та нимӗҫле мӑкӑртатса илчӗ: — О, доннер-веттер! Княгиня сфинкс ҫийӗн хӗресле йӗр тунӑ та, унӑн тупсӑмӗ хӗрес пулнине пӗлтерме хушнӑ. Халӗ ӗнтӗ акӑ пурте пӗтрӗ. «Аслӑ гение — Сталин юлташа урра!» Эпӗ те ку пухӑва ҫакӑн пек ухмахла сӑмахсем каласа тӑма уҫман, уҫнӑ пулсан, акӑ мӗншӗн… — «La dernière pensée» de Weber юрать-и? — ыйтрӗ Зоя. — Авӑ мӗн хӑтланса пуранатӑн иккен эсӗ? — терӗ те Яков унӑн-кунӑн пӑхкаласа ура ҫине тӑчӗ; таврара шӑп пулнӑ, ҫил кӑна хӳме тӗлӗнчи йывӑҫ турачӗсене силленӗ. Ҫав кӗрӗк ӗмӗрӗнче темӗн те курнӑ пулмалла — сӑранланса йӑваланса кайнӑ, хул хушшисем айӗнче, ҫурӑмӗ ҫинче ҫурӑлса тухнӑ, аркисем ҫӗтӗлсе тухса ҫӳҫе пек усӑнса ҫӳренӗ. Пурӗ те пӗрне, сан юратӑвушӑн ытла йӳнӗ тӳленине ҫеҫ шеллӗп эпӗ. Вӑл ана кӳрентермелли япаласем татах та пуласса пӗлсе тӑнӑ. — Эсир мана, мисс Луиза, пӗр купа ыйту патӑр, пӗтӗмпе виҫӗ ыйту. Ҫакӑн пек пусмӑра чӑтма ҫук пулса ҫитрӗ те, эпӗ анне патне тартӑм. Анчах аннен те мана ниҫта кайса чикме ҫук. Пӗркун эпӗ Уотсон миса маншӑн кӗлтума ыйтса пӑхрӑм, вӑл мана ухмах терӗ. ЦК-на каятӑп! Пӳртӗн урам енчи кантӑкӗ уҫӑ тӑрать. Ҫынсем, хӗрсе кайсах, ҫул тӗми патӗнче тӑрмашаҫҫӗ. Лумсем халтлатаҫҫӗ, кӗреҫесем чул ванчӑкӗсене хыраҫҫӗ. Ку ӗнен — меллӑ мар япала, анчах та ӑна пӗр самантлӑха та манма юрамасть. Револьверне пытар та ун ҫинчен никампа та ан калаҫ. — Эсӗ йӳнӗ хакпах хӑтӑлтӑн, эпӗ те, аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, ҫӑлӑнма шанчӑк илтӗм. Ку вырӑнсенче, ӑҫта пӑхнӑ унтах, оборона валли укрепленисем тӑва-тӑва лартнӑ, тӑшман йӑпӑр-япӑрах килсе кӗреймӗ. Эпӗ сана хамӑн шурӑ шарика паратӑп! «Вӗсем ҫывӑрмалли пӳлӗмре ӗнтӗ акӑ», — шухӑшларӗ те Ромашов, хай умне Николаевсем ҫывӑрма хатӗрленнине ҫав тери уҫҫӑн, питӗ те уҫӑмлӑн кӑларса тӑратрӗ; тахҫанах пӗрлешнӗ ҫынсен хӑнӑхнӑ сӳрӗклӗхӗпе, пӗр-пӗринчен ним вӑтанмасӑр, туртӑнмасӑр салтӑнаҫҫӗ те, паллах, ун пирки калаҫаҫҫӗ. — Ҫапла, ун чухне эпӗ пӗр ҫирӗм ҫулалла пулнӑ пулмалла. — Кӗркурие вӗлерчӗҫ, манӑн аттене… Ромашова курсан, урисене вӑл хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн вӗтӗртеттерчӗ, мыскараҫӑлла суя кулӑпа хихиклетрӗ те подпоручик аллине хӑйӗн нӳрӗ, вӗри, чӗтӗрекен аллипе хыттӑн ҫатӑрласа тытрӗ. — Ҫапах та, — терӗ пичче кӑшт кӑмӑлсӑрланнӑ пек пулса, — ытти ҫӗршывран, килнӗ ҫынсемшӗн мӗнле вара… Унтан, тӑваттӑмӗш пункт — ҫак ача сире мул тума интереслентерет? Никам та пырса хӗреймен ҫӗре, сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ тискер кайӑк чупса ҫӳренӗ ҫӗре, сасартӑк пӗр ҫын пыни курӑнса кайрӗ, аллине вӑл тимӗр патак тытнӑ. Виҫҫӗмӗшсем «рабочисемпе хресченсен патшалӑхӗ» тес вырӑнне: «ССР Союзӗн территоринче пурӑнакан пур расӑсемпе национальноҫсен патшалӑхӗ» тесе калама сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнтерӳ. Леш ҫавӑнтах тӗме хыҫне чӑмрӗ — вара унтан, хутланса ларса, куҫӗсене хӗссе пуҫне пӑрчӗ те мӗнпур вӑйпа: — Una… due… е trе! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Малтан Санин персе ячӗ — лектереймерӗ. Ах турӑҫӑм, вӑл калама ҫук хӑвӑрт ҫывхарса килет. Палаткӑри аманнӑ салтаксемпе чирлисене пурне те ирхине ирех машинӑсем ҫине вырттарчӗҫ те тылри госпитальсене ӑсатрӗҫ. Ыран ҫӗнӗ юлташсем килмелле, вара унӑн та кӳршисем пулӗҫ. Хуҫа пуҫӗпе сулса илчӗ, табак хутаҫҫипе чӗлӗмне кӑларчӗ те, ун ӑшне табак тултарса, сӑмаха тата-тата калаҫма пуҫларӗ: — Илтнӗ. Вӗсем ерипен императора хӑйсем майлӑ ҫавӑрса ҫитернӗ те лешне пирӗн ҫӗршывпа вӑрҫма хӗтӗртнӗ. Вӗсене пӗр кимӗ те хӑваламарӗ. А. Сумароков. — Макӑрмастӑп эпӗ, — ҫиленсе ответлерӗ ӑна амӑшӗ. — Э! Эппин вӑл киле кайнӑ. Механика законӗ тӑрӑх, пӗр еннелле каякан хӑвӑртлӑхсем яланах пӗр-пӗринпе хушӑнаҫҫӗ. Пӑхӑр ӗнтӗ, мӗнле ҫын вӑл платник, е урӑх кам та пулин, а вӑт — улпут, вӑл вара урӑхла ҫын! Тепӗр чухне эпӗ хӑйма пухса ҫу ӳкереттӗм, тӑпӑрчӑ шывӗ ӗҫеттӗм. Малтанхи вӑхӑтра эпӗ тӑвар ҫитменнипе аптраттӑм, анчах пурӑна киле эпӗ ҫак ҫитменлӗхпе те килӗшсе хӑнӑхрӑм. Тӑвара малтанхи вӑхӑтра ӗҫкӗсенче сӑра-эрех ӗҫес килнипе кӑна ҫинӗ, каярахпа вара пур ҫӗрте те унпа усӑ курма пуҫланӑ. «Тул ҫутӑличченех ларас пулать, — шухӑшласа илчӗ Тимофей, — вара, следстви таврашӗ пулас пулсан, никам та ман ҫума пырса ҫулӑхаймӗ». Йӑлтӑртатакан ҫӑлтӑрлӑ тӳпе айӗнче сӑнчӑрланӑ тӑватӑ чура кӗлетки курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем хӑйсем хаяр шӑпине ытла та ылханнӑ пек туйӑнать. Анчах ун чӗркуҫҫине мӗн пулнӑ, ҫавна никам та пӗлмест. Антон Пафнутьич ун хыҫҫӑн чылаях хавассӑн утать, хутран-ситрен, ҫумӗнчи укҫи пурри-ҫуккине пӗлме, кӑкӑрне хыпашласа илет. Эпӗ ирландеца сирӗн пекех кураймастӑп, анчах ухмахла пырса лекме шутламастӑп. Ак кӗрӗр-ха, каласа парӑп. Кванзӑран Казондене хӑвӑрт ҫитрӗҫ, ҫул тыткӑнрисене ывӑнтармарӗ. Вырсарникунсенче, Павелӑн ерҫӳ пулмасан, вӑл вутӑ ҫурать, пӗррехинче хулпуҫҫи ҫине хурса хӑма ҫӗклесе килчӗ те ҫӗрсе кайнӑ крыльца картлашкине хӑвӑрт кӑна улӑштарса лартрӗ, тепринче ҫавнашкал тӳнсе кайнӑ хӳмене никама систермесӗрех юсарӗ. — Ӗҫ! — кӑшкӑрчӗ вӑл. Император министрсене те хӑйсем ҫивӗч хӑтланас хастарне ҫухатманнине кӑтартма час-часах приказ парать. Тӗрмене хураллакан тыткӑнри ҫынна хӑй сыхлани ҫинчен манма та пултарать, анчах тыткӑнри ҫын хӑйне сыхланине, вӑл хӑй ирӗкре маррине манма пултараймасть. Чӑнахах та иккен, таҫта аякрах пӗр шурӑ пӗлӗт татӑкӗ курӑнать, малтан эпӗ ӑна пӗр-пӗр пӗччен сӑрт пулӗ тесеччӗ. — Мана! Ку прошенире мӗн ҫинчен каланине тепӗр сыпӑкра пӗлме пулать. Йӗпеннӗ лапсӑркка ҫӗлӗкне хывса, шальне салтса, шинелне хывса пӑрахсан, килнӗскер ҫамрӑк та яштака, хура мӑйӑхлӑ гусар пулса тӑнӑ. Катя, хӑйӗн куҫҫулӗсенчен хӑех шӑппӑн кулса, айӑпсӑррӑн йӗрсе ячӗ. Тиртен тунӑ алӑк кармалли, вӑлах тул енчи стена, уҫӑ ҫилсемпе каҫсенчи сулхӑн ҫанталӑкран питӗ аван хӳтлӗх пулса тӑчӗ. — Акӑ мӗн: эпӗр Захаров хирӗнче. Кӑнтӑр енче лару-тӑру йывӑрлансах пычӗ. Нимӗҫӗ, пульӑна ярса илнӗ пек, хӑйне кӑкӑрӗнчен ярса тытрӗ те, тайӑлкаласа пӗр виҫӗ утӑм тунӑ хыҫҫӑнах, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Маччине уҫса хупмалла тунӑччӗ. Ҫавна пула Глюмдальклич кашни кунах пӳлӗме тасатма, уҫса уҫӑлтарма пултаратчӗ. Король обойщикӗ мана валли пит аван кровать туса пачӗ те, ман няня ӑна кашни кунах уҫӑ сывлӑш ҫине кӑлара-кӑлара лартатчӗ, хӑех пухса тирпейлетчӗ, каҫпа каллех хӑй вырӑннех кӗртсе лартатчӗ. Кунсӑр пуҫне тата тӑкак тухнине ним шеллемесӗр мана ҫав тери чаплӑ хӑналантарнӑ халӑхпа хӑналӑх йӗрки тӑрӑх хама ҫывӑх пӗтӗҫнӗ тесе шутларӑм. — Вӑл ӑҫта, сирӗнпе пурӑнать-и? Вӗсем Марыся патӗнчен кайма та пӗлмерӗҫ, унӑн илемӗнчен, йӗтӗн пек сарӑ ҫӳҫӗнчен, вӑл ытла та шурӑ сӑнлӑ пулнинчен тата кашни самантрах пуҫҫапса хӑйсен аллисене чуптунинчен тӗлӗнчӗҫ. Ҫапла хӑтланни вӗсене уйрӑмах култарчӗ. Яхта кунта вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе тӑхӑр уйӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнса ҫитрӗ. Каллех вара пӗтӗм вӑрман хускалми шӑплӑха путрӗ. — Пӗлетӗн-и, ҫав тыткӑнта пулнӑ командир та каласа пачӗ… Вилме пуҫланӑ Андрей чӑрӑш айӗнче выртнине куртӑм, тет. Хам та куртӑм, пит нумаййӑн выртаҫҫӗ вӗсем унта… — Марийка тӗттӗм ҫӗрелле хурлӑхлӑн пӑхрӗ. Халӗ ак, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи Мускава пӑхса пырса, Мересьев куҫӗсемпе ҫав налётсем хыҫҫӑн пулнӑ йӗрсене шырарӗ, шырарӗ те — тупаймарӗ. Зиночка сана хӑвӑн чӗрӳне заказной пакетпа ярса тавӑрса парӗ! Ӑшӑмра эпӗ эс вилессе шанаттӑм, эс вилессе! — Ӑратти ҫавӑн пек! — терӗ хуньашшӗ, сӑмаха татса каласран пӑрӑнса. — Чуптӑватӑн? Дикарь сирӗн урасем патне ӳксен, эпӗ ӑна Кара-Тете аллинчен туртса илтӗм. Анчах та манӑн пурнӑҫ ҫакнашкал майлашӑнса кайрӗ, — эпӗ хамӑн йӑласене улӑштарма нимӗнле сӑлтав та ҫуккине куратӑп ҫеҫ мар, эхер те эпӗ сирӗн пек пурӑнас пулсан, эпӗ кунта пурӑнма та пултарайман пулӑттӑм; эпӗ хальхи пек телейлӗ пурӑнасси ҫинчен каламастӑп та ӗнтӗ. «Ермак» капитанӗ, картусне хывса, Люба еннелле саламлӑн авӑна-авӑна утнӑ. Ҫак канӑҫсӑр этем никама та качча илме пултарас ҫуккӑн туйӑннӑ ӑна, тата ӑна качча кайни те ытлашши пысӑк савӑнӑҫах кӳме пултарайман. Пӗлӳпе туллин хуҫалану, Ҫӗр ҫинче унччен те, паян кунччен те пулман культура чечекленӗвӗ пӗр ӗмӗре пыраҫҫӗ; ку тапхӑр — 450-ран пуҫласа 350-мӗш ҫулччен; урӑхла каласан — шыв иличчен, Атлантида пӗтиччен. Секретарь хута илсе ун патне пырать. Анчах Дубровскийӗ пуҫне пӗксе тӑнӑ та вырӑнтан та сикмест. — Ротӑна-и? Тата пӗртак выртсан, Матвей Юргин каллех курӑка тата шӑлан турачӗсене кӑштӑртаттарса илчӗ, чӗркуҫҫи ҫине тӑма пуҫларӗ. Нумайранпа ӗнтӗ партири пуҫлӑхсем унпа ҫапла туслӑ та этемле лайӑх калаҫманччӗ… — Динго «ҫук» тет, — терӗ Джек. Их благороди ӑслӑ ҫын, вӗсем кам суйине, кам чӑннине пӗлеҫҫӗ, турӑ пур… Хӗрача йӑл кулчӗ: — Вӑл вӗренӳре кая юлса пыракансене пулӑшать. — Пӗр саманта лӑпланса лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, ӑнланса илӗр. Мазурка умӗн — Э, кунта сирӗн ташӑсем те пулаҫҫӗ, ахӑр, — терӗ Сережа хӑна пӳлӗмӗнчен тухсан, ҫемҫе сӑрантан ҫӗлетнӗ перчеткине кӗсйинчен кӑларчӗ, — перчетке тӑхӑнас пулать. Ирхине Огнянов хулана таврӑнма шут тытрӗ. Тӗрме ҫыннисен алла хӑнӑхтарнӑ чӗрчунсем пулмалла, хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлен хальччен никамӑн та пулман пулсан, сана чысӗ ытларах тивет, чи малтан алла вӗрентекенӗ эсӗ-ҫке. Чапа тухмашкӑн кунран лайӑхрах май урӑх ҫук та. Ут та ут! — Тӗп пулччӑр авторитетсем! — кӑшкӑрса ячӗ Ситников, хӑй чыслакан ҫын умӗнче шухӑшӗсене хыттӑн палӑртма май килнӗшӗн савӑнса. — Вӑл урӑхларах хӗр, леш пуян хӗрӗсем пек мар, — шухӑшласа илчӗ вӑл, — тата шуйттан пекех хытӑ чупать». Катмак — пит юрӑхлӑ япала, «авӑн мар, чыслӑ мар» — ку мана пачах пӑшӑрхантармасть. — Анчах та суккӑр пулнӑ-ҫке эпӗ, ним курми суккӑр пулнӑ! — каллех ӗмӗтне ҫухатнӑ пек каларӗ вӑл. Мана чаплӑ йышӑнас тӗлӗшпе мӗн тумаллисене туса пӗтерсенех ку таврӑнать ӗнтӗ тесе шутланӑ. Анчах эпӗ нумайччен таврӑнманнине кура, вӑл пӑшӑрхана пуҫланӑ. Эпӗ пӗчӗк ача пек сиккелеме тытӑнтӑм. Ҫемен, ашшӗ куҫ хӗснине ӑнланса, Половцев пытанса пурӑнакан пӗчӗк пӳлӗм алӑкне ҫаклатас тесе, алкумне тухрӗ, пӳлӗме уҫса пӑхрӗ те шартах сикрӗ: пӳлӗм пуш-пушах. Эпӗ сана сӑмах памастӑп, калаҫассу килетех пулсан — авӑ, крыльца ҫине тухса калаҫ! Туссем Огнянова шырама кайрӗҫ. Вӑл хӑйне ҫакнашкал «ҫылӑхлӑ» шухӑшсемпе тытрӗ те, тарӑхса кайса, ӑна чӗнсе илчӗ: — Пӗр сехет ӗнтӗ эпӗ сан ҫине пӑхса тӑратӑп, эсӗ ҫаплах мана курмастӑн. Ӑна вӑйлӑ, анчах канлӗхле ӗшенӳ кӗтмен ҫӗртенех ҫавӑрса илчӗ. Фронт линийӗ патне ҫитиех тенӗ пек кунта, куратӑр, вӑрман таврашӗ ҫук. Ученый-географ тенӗ пекех хӑйӗн каютинче питӗрӗнсе ларать. Анчах Ситанов сисмелле мар хӑтлан, хуллен… Вӗсемпе эпӗ кунсерен тӑватшар сехет калаҫатӑп. Ҫак хутӑшла вӑрман хупласа тӑнӑ пирки хӗвелтухӑҫӗ курӑнман, вӑл ӑна ула-чӑла чаршав пек картласа тӑнӑ. Степаныч! Шухӑшлатӑп, анчах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймастӑп: пӗлместӗп ӗнтӗ, ӑҫта кайса кӗчӗ-ши ӑс-тӑнӑм. Хурӑнсем айне ӗлӗкрех илсе килсе лартнӑ темиҫе тенкел вырнаҫнӑ, унтах икӗ пысӑк чул выртать. Нумай вӑхӑт выртнипе ӗнтӗ, иккӗш те якалса кайнӑ. Ак ҫак ҫул та, хырсем те, ҫул хӗрринчи фонтан та — ҫаксем пурте ҫынсен пурнӑҫӗсем; пӗр-пӗр асамҫӑ иртсе кайнӑ ҫулсен чӗмсӗрлӗхне чӗлхе парсан, пӗтӗм тавралӑх калаҫма пуҫлӗччӗ, хӑватлӑн юрласа ярӗччӗ! Ҫапла эппин, лайӑхрах тумтир тӑхӑн та, час кайӑпӑр. Калаҫас тесен, мӗн ҫинчен калаҫмалли тупӑнӗччех. — Куратӑн-и? — Куратӑп. «Уншӑн питех те тав тунӑ пулӑттӑм вара, юратнӑ ырӑ тусӑм. Кӳлӗ хӗрринче лаша ури йӗррисем нумай. Анчах ӑна ҫавӑн пек каламашкӑн хӑюллӑх ҫитмест те, «юрату» ҫинчен хулӑм кӗнеке йӑтса тата хам чӗрере хурлӑхлӑн кӑмӑлсӑрланса, тухса каятӑп. Мӗн кирлӗ сана кунта? Ун шухӑшӗ хӑй ҫинчен мар, малашнехи йывӑрлӑхсем, Негоро хӑйне мӗнле асап кӑтартасси ҫинчен те мар. Ҫавӑн чухнехи ҫанталӑк пӗртте ман кӑмӑла каймарӗ: ҫанталӑк салху чух эпӗ хам та салхуланатӑп. Анчах Миргород патне ҫывхарнӑҫемӗн чӗрем хытӑрах сикнине туйрӑм. Чикен чикнӗ пирки пынӑ хӗрарӑм (ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине хӗрарӑмӗ ӑнланма та пултарайман) пуҫне кӑна тайнӑ, аллине хӗвне чикнӗ, унта алшӑлли вӗҫӗпе чӗркенӗ тӑватӑ ҫӑмарта выртнӑ. — Америка ҫыранӗ икӗ енӗпе те: Лӑпкӑ океанра та, Атланти океанӗнче те «Британипе» нимӗнле крушени те пулманнине хӑвӑрах пӗлнӗ хыҫҫӑн, нивушлӗ эсир каллех пампассенче шыраса ҫӳресшӗн? — тесе ыйтрӗ майор. — Тӑвансем! — кӑшкӑрнӑ самӑр йӗкӗт. Ку фермӑра пурӑнма пуҫланӑранпа эпӗ пӗр каторжник ҫинчен те илтмен. Вӗсем отряд вырнаҫнӑ кил патне вӗҫтерсе ҫитеҫҫӗ, лашасем ҫинчен сиксе анаҫҫӗ, ҫатансем урлӑ каҫса, пӳрт патне ыткӑнаҫҫӗ. Сергейӗ вара нумайччен капитан каюти умӗнче чӗркуҫҫи ҫинче тӑчӗ, алӑкӑн хӑмине чуптуса, ун ҫумне ҫамкипе ҫапӑнса: — Каҫарӑр мана, эсӗ айӑплӑ мар! Ку ӗнтӗ пит-куҫне таҫта кӑвакартса пӗтернӗскер. Португал ӑна камбузран тухнӑ чухне сых ятне тытнӑ турчкапа ҫапса ывӑтса ячӗ. Вӑл «ыран» тенӗ сӑмаха юрататчӗ те хӑйне мӗн кӑмӑла килнине пурне те малашлӑха куҫаратчӗ; татса илнӗ чечексене, хуҫнӑ туратсене тӑпра ӑшне чикетчӗ те калатчӗ: — Ыран ку сад пуять… Авӑ епле маттур кӑткӑ ҫури вилнӗ шӑнана сӗтӗрсе пырать. Эсир мӗн пулӗ тесе шутланӑ тата? Ҫӑлтӑрсем, иртнӗ каҫхинчи пекех, йӑлтӑртатса ҫунаҫҫӗ. Анчах та ҫилӗ ку каҫхине хаяррӑн вӗрчӗ, тинӗсе хумхатрӗ. — Филипс сирӗн пата Венӑна ҫавӑн пирки килет те. Ҫав тери переҫҫӗ! Ҫапах та хӑйӗн малашлӑхӗ пирки, хӑйӗн арӑмӗпе пулас ачи ҫинчен пӑшӑрханса шухӑшлани халь ӗнтӗ ӑна ӗлӗкхи пек ним усӑсӑр асапланма питех май памарӗ. Ку таврашрисем-и эсир? — ыйтрӗ вӑл улӑпсенчен. Жиран татти-сыпписӗр чарӑнать, хӑлхине тӑратать те сунарҫӑсем вӗслетнине тӑнлать. Каҫхи апата ларсан, Тристан д'Акунья утравӗсем ҫинчен Паганель халиччен илтмен япаласене каласа кӑтартрӗ те, ӑна питӗ интересленсе итлерӗҫ. Унта вӑйӑ хӗрсех пырать. — Эсӗ пире кашкӑрсемпе танлаштаратӑн-и? — кӑшт палӑрмалла йӑл кулчӗ Давыдов. Анчах унӑн ҫӑра куҫхарши айӗнчи витӗр те пӗчӗк куҫӗсем чӗррӗн пӑхаҫҫӗ, вӑл пур еннелле те хӑвӑрттӑн ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна тӑрать, ҫинҫе те типӗ аллипе тӗрлӗ ҫӗрелле маттуррӑн тӗлле-тӗлле кӑтартса приказсем парать; хӑй пӗчӗккӗ пулсан та, вӑл вӑрҫӑ наукине лайӑх пӗлет пулас. Анчах та эпӗ, темшӗн, вӑл ырӑ-сыввине, ӗлӗкхин пекех Козьма Прутков сӑввисене вуланине, ҫавӑн пекех, калаҫа-калаҫа сӗтел ҫинчен, пӗр-пӗр япала илсе, ӑна ҫӳлелле ывӑтса жонглер пек тытма тытӑннине, чӑннипех те шанса тӑтӑм. Попова ку сӑмахсене кӳренсе каларӗ, унтан, каллех сунчӑкӗпе урайне ҫапса илсе, кӗтмен ҫӗртенех хӑвӑрт тухса кайрӗ, Артамонов ун ҫине хӑй хыҫӗнчен алӑк хупнӑ чухне тин пӑхса юлма ӗлкӗрчӗ. Егорушка ун аллине чуптурӗ те йӗрсе ячӗ. Эсӗ пирӗн хӗрарӑмсене пӗлетӗн вӗт: вӗсем сана пӗрремӗш хутӗнче, ҫуркунне, вӗлеричченех тыллаймарӗҫ пулсан, халӗ пӗтерсех хураҫҫӗ. Кӗтӳне вӑкӑрсем хӑйсем ертсе пыраҫҫӗ. Вӗсем чи лайӑх ҫулсене шыраса малти ретре мӑнаҫланса пыраҫҫӗ. Ҫак хӗрлӗ тӗслӗ тӑмран тунӑ шӗвӗр тӑрӑллӑ йӑван аялти пайӗнчи пӗчӗк шӑтӑка Геркулес самантрах ҫӗҫӗпе хӑй пек пысӑк ҫын кӗмелӗх аслӑлатрӗ. Вӗсем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, ҫиекенӗ ҫӗҫӗ тата пӗр пысӑк ыраш ҫӑкри тытса хатӗрленсе тӑнӑ; вӑл чӑн-чӑн кирлӗ пек сӑхсӑхса илет, ҫӑм чӑпти ҫине ларать, окорока хӑйпе юнашар ещӗк ҫине хурать, ӑна пушӑ куҫӗсемпе пӑхса виҫсе илет. Тоньӑн хӑлхи хӗррисем хӗрелсе каяҫҫӗ. Судьясем, уншӑн пулсан, ӑнланмалла мар ҫынсем пулнӑ, хӑй айӑплӑ марри ҫинчен те, ҫав судьясем йӑнӑш туни ҫинчен те шухӑшлама пултарайман вӑл; ҫавӑн пек чаплӑ церемонире пӗр-пӗр ҫитменлӗх пулма пултарассине аса та илмен вӑл. Анчах ҫавӑ лӑп апат вӑхӑтӗнче пулсассӑн, ырӑ пулса ӑна пӑртак тытса чарӑр, ан ярӑр. Лӑп паян ир вӑл ҫавӑн ҫинчен Джека каларӗ. Йӑванса аннӑ ҫӗртен пӗр виҫ чалӑш кайсан, вӑл аран аран ту ҫине упаленсе хӑпарнӑ та ҫырма хӗррипе лаша тӑнӑ вырӑналла кайнӑ. Эпӗ хӑрлаткаласа илтӗм те хамӑн вырӑна кайса лартӑм. Анчах пӗрре эпӗ тӗллерех тата хам асӑмра тӑрса юлма пултарнӑ ответ кӗтсе илтӗм. Ку хутӗнче тыткӑна илнисенчен ҫурри ҫул ҫинче вилсе пӗтрӗ. Каҫ пулса ларсан, магазина питӗрнӗ хыҫҫӑн, хуҫа йӑмӑкӗ мана хӑй патне чӗнсе илчӗ те, ӑна хӑйне манпа будочник мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлме хушнине пӗлтерчӗ. Вара, аллисене амӑшӗпе ачисен пуҫӗ ҫийӗн тӑсса, ҫапла хушса хучӗ: — Акӑ ҫак ачасем Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗн ачисем пулаҫҫӗ! Мӗнле калас, хай, юрату ӗнтӗ. Ку питӗ лайӑх ҫемье пулчӗ. Ҫурчӗ те вӗсен ҫав тери лайӑх. Санин унпа кӑнтӑрлахи апатчен тата апат хыҫҫӑн та вылярӗ. Панталеоне те вӑййа хутшӑнчӗ. Ҫӗмӗрсе тӑкнӑ государствӑсенче мӗн сыхланса юлнине, ун механизмӗн мӗнле пайӗсем пуҫӗпех юрӑхсӑра тухнине тата мӗнле пайсем, йӑванса выртакан пӑравусӑн маховикӗ пек, пушшӑн ӗҫленине калама йывӑр. Серёжӑн шыва кӗрес килсе кайрӗ. — А-а-а!.. Куркаласа ҫӳренӗ пӗр пограничник, ахаль чухне нимрен те хӑраманскер, сасартӑк кӑшкӑрса янӑ:— Ку лаша ҫинчи шуйттан! Унӑн куҫ харшийӗсем пӗркеленсе тӗксӗмленчӗҫ, сӑмсин ҫӳхе ҫунаттисем сиккелесе илчӗҫ. Баймакова ӑна чарчӗ: — Мӗн эсӗ? — Эпӗ сирӗн валли, Анна Сергеевна, — пуҫларӗ Аркадий, — хӑвӑр ниепле те кӗтмен япала илсе килтӗм… Тӗттӗмленсе ҫитсен эпӗ юханшыв хӗрнелле васкамасӑр антӑм, уйӑх тухиччен Иллинойс ҫыранне — утравран чӗрӗк мильӑна каҫрӑм. Ачи маттур. Апла пулсан, вут тӗртекен те, вӗлерекен те ҫавах — Лантенак. Пӗрре эпӗ вӗсем витӗр шӑтарса тухатӑп, тепре калле чакатӑп, унтан каллех шӑтарса тухатӑп, тепринче вара эпир вӗсен айне лекетпӗр. — Мӗн тума карӑн ун патне? — тесе ыйтрӑм эпӗ Уҫӑпран ҫул ҫинче, каялла тавӑрӑннӑ чух. — М-да… — тӗлӗнсе кайрӗ Стриж. Тунката курсан та, ҫын пек туйӑнать, ура айӗнче турат шӑтӑрт! тусан та манӑн сывлӑш ҫулне такам ҫурмалла татса мана кӗскерех пайне ҫеҫ панӑ пек туйӑнать. — Ҫар ӗҫӗсен енӗпе кардинала пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ ҫав. Виҫӗмҫул канцеляристпа вулӑсри писӑр аршӑнне утмӑл пус парса шӑлаварлӑх кӑвак китайка илчӗҫ. Понамарь ҫулла тӑхӑнма нанкӑран ҫӗлетнӗ шӑлаварпа йӑрӑм-йӑрӑм жилет туянчӗ. Халь пурте сывалса пынӑ, ҫавӑнпа та ку калаҫусем — ыт-ахальтен калаҫнисем мар, ӗҫлӗн калаҫнисем пулнӑ. Вӗсене хирӗҫ пастырьсен ылттӑнланӑ ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ архиерей аллине хӗрес тытса тухсан, ун хыҫҫӑн ылттӑнланӑ ҫута ризӑсем тӑхӑннӑ мӗнпур пупсем иконсемпе хӗрессем йӑтса тухсан, козаксем пуҫӗсене тайрӗҫ те ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ. Тулта тӗп-тӗттӗм, ҫырма ҫинче вут-ҫулӑм ялкӑшать, хура тӗтӗмлӗ пайӑркасем пӗрре ҫунса ҫуталаҫҫӗ, тепре сӳнсе лараҫҫӗ. Куприянова стрепкепе спектакльсем лартнӑ-и? Ватӑ «бурбон» подпрапорщика лайӑх фронтҫӑ пулнӑшӑн тата устава ҫав тери аван пӗлнӗшӗн таҫта шалта, чӗри тӗпӗнче, кӑмӑллатчӗ. Телее, ҫакӑн пек вӑйран яракан ӗҫ часах пӗтрӗ, пӗр мильӑран сарлака ҫул уҫӑлчӗ, чӑтлӑха чалӑшшӑн пырса, вӑл юханшыв патне ҫывхарчӗ, ун хӗррипе малалла тӑсӑлчӗ. Таҫта ҫухалнӑччӗ-ха доктор, унтан вӑл вӗри чейник илсе килчӗ те пире аран диван ҫине лартса, темле тимӗр пек хытӑ сухарисем тыттарса хӑна тума тытӑнчӗ. Лозневой вут ҫутипе ҫутӑлса тӑракан питне Марийка еннелле ҫавӑрчӗ те хуллен ҫеҫ сӑмах хушрӗ: — Мӗн калас ӗнтӗ ман? — Ну-с, тата мӗн те пулин каламастӑн-и? — терӗ вӑл тӑрӑхласа. Ленинград патӗнче аманнӑ та, ҫапах вӑрҫӑран пӑрӑнман вӑл. Ҫурҫӗр енче Стара-планинан тӳрем тӑрӑхӗ тӑсӑлать, хӗвел питӗнче вӑл ҫап-ҫуттӑн ялкӑшса ҫуталать. Умра, мӗн куҫ курнӑ таранах вӗҫӗ-хӗррисӗр юр тӑсӑлать. Санин пӑхӑнчӗ. Алӑк патӗнче кӗл тӑвакансем хӗвӗшсе тӑраҫҫӗ, вӗсем патне тата ыттисем пухӑнаҫҫӗ. Пурӑнма пултараймастӑп! — тейӗттӗм. Семенов чарӑнчӗ, куҫне хӗссе хучӗ те, хӗвел ҫине пӑхма йывӑр пулнӑ пек, анчах тӗрӗссипе хӑй ман тӑрантаспа, мундирпе интересленменнине кӑтартмашкӑн, шурӑ шӑлӗсене йӗрсе пӑрахса, ман ҫине чӗнмесӗр пӑхрӗ те малалла кайрӗ. — Кӗскен каласан, ҫакӑн пек: ӗлӗкхи вӑхӑтра, «ашшӗн ашшӗ пурӑннӑ» вӑхӑтрах-ха вӑл, Янтунгай ӑратнине пӗр ҫын пырать те, вӑл хӑйне Карск тинӗсӗнче пӑрсем хушшинче пӗтнӗ шхунӑн матросӗ тет. Кам шаккать унта? — А! Эсир Николаевсем патӗнче пулнӑ? — сасартӑк чӗрӗленсе кайса, пытарӑнман кӑсӑклӑхпа ыйтрӗ Назанский. Халӗ савӑн ӗнтӗ. — Акӑ епле: Петр Андреич нумаях пулмасть юрӑ ҫырнӑ-мӗн те, паян ӑна мана юрласа кӑтартрӗ, эпӗ те хам юратакан юрра:Капитанӑн хӗрӗ,Уҫӑлма ан тух ҫӗрле,тесе пуҫланаканнине янтратса ятӑм. Эпӗ ун патӗнчен кайрӑм та ҫӗрле сӑвӑсем ҫыртӑм; астӑватӑп — вӗсенче ҫакӑн пек йӗрке пурччӗ: — «Эсир — хӑвӑр курӑнма тӑрӑшнӑ ҫын пек мар». Хӑйӗн сарлакӑшӗпе танлаштарсан, вӑл чӑнах та ҫинҫе ӗнтӗ. Часовой тӑрас вырӑнта пӗр ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ будка кӑна ларакан застава патне ҫитеспе, француз ямшӑка чарӑнма хушрӗ, — кӳмерен тухса, малалла ҫурран утрӗ, кӳмипе чемоданне ямшӑка эрехлӗх пама кӑмӑл тунине ӑнлантаркаласа пачӗ. Апрельти катастрофа Батакра туранӑ пекех ытла хӑрушӑ мар та, анчах чун-вар мӑшкӑла тухни вӗҫӗ-хӗррисӗр вара. Эпӗ ӑна тӗлӗнтересшӗн… Ильич вилни манӑн чӗрене тиврӗ, эпир хамӑр тусӑмӑра, хамӑршӑн тӑрӑшакан ҫынна ӗмӗрлӗхех ҫухатрӑмӑр, манӑн ӗнтӗ текех ватӑлӑх ҫинчен пӗр сӑмахӑм та ҫук!.. Ире хирӗҫ Инсаров темиҫе минутлӑха вӑранчӗ, Берсенева палласа илчӗ, «эпӗ сывах мар пулас», тесе ыйтрӗ, унтан, йывӑр чирленӗ ҫын пек, хӑй тавра ним ӑнланмасӑр пӑхса ҫаврӑнса, каллех тӑнне ҫухатрӗ. Эпӗ, сунарҫӑ йытти пек, шӑршӑпах сисетӗп. Унӑн сӑмахӗ Фомана пӗтӗмӗшпех ҫапса амантнӑ; вӑл мужиксем хӑйне айван та кулӑшла ҫын вырӑнне хунине туйнӑ. Пӗчченех икӗ ҫынна хирӗҫ тӑмалла-и? Кунта нумаях та пулмасть касса янӑ ӑвӑссем, ҫӗр ҫине хурлӑхлӑн тӑсӑлса выртса, курӑка та, вӗтӗ тӗмсене те лапчӑтса лартнӑ; хӑшпӗр йывӑҫсен ешӗл-симӗс, анчах та шанса кайнӑ ҫулҫисем хускалмасӑр тӑракан туратсем ҫинчен сӳрӗккӗн усӑнса тӑраҫҫӗ; тепӗр йывӑҫҫисен ҫулҫисем типсе кайса пӑчӑртанса ларнӑ. Сирӗн величество ман куҫ умӗнче пуррипех ман ӗлӗкхи вӑйсем каллех таврӑнса килнине туятӑп, — терӗм. — Ӗненӗр мана, ӗненӗр, — терӗ Санин темиҫе хутчен. Чӳречесенчен уйӑх ҫути кӗрсе, мрамор урайне вӑрӑм шурӑ йӗр пек, тӑсӑлса ӳкнӗ. Унтан лётчик кӑшт кӑна енчен енне сулкаланарах картлашкасем тӑрӑх, хӑвӑрт анчӗ те, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, юханшыв хӗррипе выртакан асфальтлӑ урам тӑрӑх госпиталӗн вӑрӑм ҫурчӗ ҫуммипе утса кайрӗ. Кама шуйттансем илсе килеҫҫӗ — ҫӗрле асӑнас марччӗ ӑна? Мӗн асӑнни те «Св. Мария» Югорский Шара ҫитсен Карск тинӗсӗн кӑнтӑр енче пӑр капланса тӑнине пула якӑрпа тӑракан суту пӑрахучӗсене тӗл пулни ҫинчен калани кӑна. Мана юнама шут тытрӑн-и? — терӗ вӑл чӗререн. Вӑрҫӑ пӗтес умӗн Андрей арӑмӗ кӗркунне авӑн ҫапма тара кӗрӗшнӗ, кӑштах укҫа пухкаланӑ та, упӑшкине курма фронта тухса вӗҫтернӗ. Ҫӑрттан сӑх-сӑхса илчӗ, макӑрса та ярасшӑнччӗ, анчах темшӗн тытӑнса юлчӗ. Тӗтре ӑшӗнчен шурӑмпуҫ тухса килнӗ майлӑ, вӑраххӑн тӑнӗ кӗре пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ те, чӗрнисемпе тӑпра чавкаласа, окопран тухрӗ, тӗксӗмленсе, тискерленсе кайнӑ куҫӗсене аран ҫеҫ ҫавӑркаласа, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. «Мӗншӗн телейлӗ-ха эпӗ, тата мӗншӗн пурӑннӑ-ха эп ӗлӗк? — шутларӗ вӑл. Питӗ хавас… Варвара ӑҫта? — терӗ. Кӗлӗре мӗнле каланӑ-ха? — Титок, пӑсаранни пек куҫӗсене выляткаласа, куланҫи пулчӗ. Ҫапах та, ӗҫес килни хӑранине пусса илнӗ те, Фелим хӑрасарах пулин те, малалла кайрӗ. Мартини ӗҫе тӗплӗ шухӑшласа тӑвакан ҫын пулнӑ. Анчах халӗ вӑл ним ҫинчен те шухӑшламан. Хӗвел тӳпенелле ҫӗкленнӗ май ҫӗр питӗнчи ҫутӑ мӗлкисем пӗрмай ылмашнӑҫӗмен залӑн чӳречисем умӗпе сарӑлакан темӗн аслӑш панорама та сӑн-сӑпатне сехетсерен ылмаштарса пырать. — Вӑл пире хур кӑтартманшӑн турра шӗкӗр-ха, — терӗ Огнянов. Яра пар! — Унта куҫса ҫӳрекен цирк иртсе каять, пулас. Каяр луччӗ кӗпер патне: чиркӳрен каялла таврӑннӑ чухне Монтанелли ҫавӑнтан иртмелле; манӑн, Грассини пек, чаплӑ ҫынна курас килет. Ну, халӗ урӑх япала ҫинчен калаҫӑпӑр. Кӑшкӑрашу та шав, пӑшал пенӗ сасӑсем; Вӑл шӑхличӗ патне кармашатчӗ, чӗтрекен аллисемпе тытатчӗ те ӑна тути патне илсе пыратчӗ. Аслӑ Артамонов та чӳречерен пӑхса мӑкӑртатса илчӗ: — Кӑшкӑрать, ухмах; нимӗн те ӑнланмасть… Мӗншӗн унӑн питҫӑмартийӗсем питӗ хӗрлӗ? Акӑ сана каччӑ, князь сана ҫураҫма килнӗ, — терӗ Кирила Петрович. Ял столицӑна хӑйӗн эстанцисенчен выльӑх, саладерӑра тӑварланӑ какай тата индеецсен алӑстисем тунӑ илемлӗ таварсене: тӗрлӗ пир-авӑр, ҫӑмран тӗртнӗ материалсем, хаклӑ хакпа хакланакан тир таварӗсем тата ыт. те ӑсатса тӑрать. Эпӗ Ситанова аса илтӗм те ун ҫинчен каласа кӑтартрӑм, аҫа ҫури мана тимлӗн итлесе ларса ҫавӑн пекех лӑпкӑн каларӗ: — Вӑл сӑмахласа хӑтланать, сӑмахласа хӑтланакан ҫын ҫапах та пӗр-пӗр япалана ӗненет… — Ыттисенчен нихӑшӗ те килӗшмест, — пӑшӑлтатрӗ Израэль. — Хӑҫан илсе кайрӗҫ? — ыйтрӗ Рыбин, амӑшне хирӗҫ вырнаҫса ларса, унтан, пуҫӗпе сулса илсе: — Ӑнмасть сан пурнӑҫу, Ниловна! — терӗ. Унӑн тирне Щукарь хӑй тусӗ Локатеевпа сутса ӗҫсе янӑ. Ҫав вӑхӑтрах Ухтищев Фомана:— Каяр! — тесе хӑлхинчен каланӑ. — Каяр, туршӑн та… Вӗсем пирӗн ҫӗршывалла мӗн чухлӗ шаларах кӗрсе пыраҫҫӗ, ҫавӑн чухлӗ япӑхрах пулать вӗсене. — Мӗн тӑвас ӗнтӗ, — терӗ профессор, — пӑшалсем ҫук пулсан, сунара ҫӳремӗпӗр. Тата ҫакна та кала, ӗҫленӗшӗн лайӑх тӳлесе пынӑ пулсан, Янко ӑна пӑрахман пулӗччӗ, те, манӑн кирек ӑҫта та ҫулӑм уҫӑ, ӑҫта ҫил вӗрет те, тинӗс шавлать — ҫавӑнта!» Вӑл кӑвакарса кайрӗ, куҫӗсене хӗскелерӗ, пуҫне аяккинелле пӗшкӗртрӗ. Ҫак самантра тин Гусевпа Иха аяла анчӗҫ. «Килӗшинччӗ вӑл!» Ывӑлне унӑн:«Ачам, мӗн тума пултаратӑн-ха эсӗ?» — тесе калас килчӗ. Унта ҫыру сӗтелӗ ларать, ун ҫинче чернил приборӗ, пепельница тата пысӑках мар тӗкӗр пур. — Ҫук, санӑн Раду пурӑнать, вӑл Бяла Черкварах! — терӗ тухтӑр. — Кам вӑл? — терӗ Базаров ӳркенчӗклӗн. Вӗсене пуҫласа Синопа асӑрханӑ. Ача ҫав тери тӗлӗнсе кайнипе куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, ҫӑварне карнӑ та пӗр сӑмах та хушса калайман. Йытӑсем япала йӑтса пынине вӑл нихӑҫан та курман. Ку, савнӑ ҫыннӑм, Орёл мар, Рязань те мар, ӑна кӑнтӑр, субтропик теҫҫӗ. — Эпӗ-и? Ман ҫул ҫинче мана хирӗҫ пӗр батальон ҫеҫ тухсан та… эсир мана пӗтме яратӑр-ҫке?! Каялла вӑрмана тавӑрӑнса, темӗсем хушшине канма вырнаҫмалли ҫеҫ юлнӑ. — Итлетӗп. Сана чӗнеҫҫӗ, — терӗ вӑл, тепӗр самантран таврӑнса. Ольга ӑна хирӗҫ сассине хӑпартса каларӗ: — Ара, эпӗ макӑрмастӑп вӗт, эпӗ ӳпкелеместӗп! Эпир вара, тӗмӗсен ӑшне кӑкӑр таран путса, малалла ыткӑнтӑмӑр. — Е, юптармасӑр каласан, ҫак патакпа усӑ курмасӑр-и? — асӑрхаттарчӗ сивӗ кӑмӑлпа Базаров. Ытти тӗлӗшрен улталамасан та, махорка тӗлӗшӗнчен улталатӑнах, куратӑп ӗнтӗ! Иманус вара тапӑнакансем башня стенисем патне ҫывхарнине вышка ҫинчен сӑнаса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр ҫамрӑк та сарӑ боец ӗҫрӗ. — Авӑ унта, тӳпемре! Стариксене колоннӑна икӗ пая уйӑрма, кӗтӳ валли хушӑна аслатма май килнӗ. Хӗрарӑмсемпе ачасем тата япаласем тиенӗ чӗрчунсем иртсе каймалли хушӑран ҫурҫӗрпе кӑнтӑр енче вырӑн йышӑннӑ. Старик крыльца ҫине тухрӗ те:— Ну, ку вара шалт тӗлӗнмелле! — тет. Эпӗ вара ҫавӑн пек вӑхӑт валли кашни ҫынах хатӗрлесе хунӑ сӑмахсенчен пӗрне каларӑм. Ку мӗн саншӑн, фронт-и, е мӗн те пулин урӑххи?.. Гленарван чарӑнмасӑр шухӑшлать: Элен хӑй ыйтнипе унӑн ӑна дикарьсен аллине чӗрпуҫӑн памалла мар. Гусев вӗсем енне ҫаврӑнса пӑхрӗ, чалӑшшӑн елпӗрсе кулчӗ, аппарат патне пырса малтан кӗпе-йӗм, ытти япала хунӑ икӗ михӗ кӑларчӗ, люка таччӑн пӑрса лартрӗ, унтан, салтаксене люк ҫине тӗллесе кӑтартса, маузерне аллипе шеплеттерчӗ, пӳрнипе юнарӗ, пит-куҫне хӑрушшӑн пӗркелентерчӗ. Эпир те ҫавӑн пекех калаҫса лартӑмӑр — ҫапӑҫусем ҫинчен, хамӑр палланӑ офицерсем ҫинчен калаҫрӑмӑр, ҫӗнтерӳччен пурӑнса ҫитерейменнисене ырӑ сӑмахпа асӑнтӑмӑр. Ку та ҫителӗклех. Вӗлерекене хӑвалани Йывӑҫ айне тӑрса юлнисем ирӗксӗрех ҫакӑн пек ыйтаҫҫӗ:— Ниушлӗ ӑна хӑваласа ҫитеймӗҫ? — теҫҫӗ. Часах юланутсем прери тӑрӑх пӗччен-пӗччен, икшер-виҫшерӗн ушкӑн-ушкӑнпа сапаланса пӗтнӗ. Ӑҫтан тухса тӑнӑ-ха ҫав шӑрӑх? Хурт-кӑпшанка шанчӑклӑ ҫӗре, урӑхла каласан, хӑй шлепкин тӳпине пытарсан, Бенедикт пичче ҫырана чарӑнсан кашнинчех хӑйӗн тӗпчевне малалла тӑсрӗ. * * * Прерире икӗ юланут калама ҫук хыттӑн вӗҫтерсе пыраҫҫӗ. Акӑ юлашки юр кирпӗчне касса кӑлартӑмӑр, аяккалла ывӑтрӑмӑр. Ҫурҫӗрти летчиксене канаш панӑ ҫирӗплетмелли хатӗре сӳтсе пӑрахрӑмӑр. — Наталья Савишнӑна чӗнсе килӗр-ха, юратнӑ ачи ҫине пӑхса савӑнтӑр, — терӗ анне. Пирӗн пур енӗпе те юлса пыракан колхоза мӗнле ҫил вӗҫтерсе килчӗ сана? — Засекина княгиньӑпа калаҫма чыс куратӑп-и? Хӑйсӗр пуҫне пиратсенчен пӗри те табак туртман, чӑмламан пулсан та, вӑл ҫаксене илсе пынӑ. — Ан пӗтерӗр мана, — терӗ татах мӗскӗн Маша — мӗншӗн мана хӑвӑр патӑртан хӑвалатӑр, мӗншӗн юратман ҫынна паратӑр. Пӗрре пӗр ҫынне, тепӗрӗ теприне горизонтра темле хура пӑнчӑ курӑннӑ пек туйӑна-туйӑна кайнӑ. — Эпир — дворовойсем, вӗсем ӗнтӗ дворянсем евӗрлӗрех ҫынсем пулаҫҫӗ. Санин урам вӗҫне ҫитиех утса тухрӗ… Эпӗ мӗн пирки ыйтнине ӑнланатӑн-и? — Ҫапла, ӑнланатӑн. Миҫе ҫухрӑм тӑршшӗ пир-авӑр тӗртсе тултартӑм пуль. Хӗлле вӑл ман пата хут ҫырса янӑччӗ, вутӑ илсе килме лав ыйтнӑччӗ. Ҫакӑнпа пурте килӗшрӗҫ. — Переброд хӗрӗсем… Ай, ҫук, туршӑн та, чӑтса тӑраймастӑп… — Мӗн эс ҫак!.. Мӗн эс, чунӑмҫӑм?.. Мӗнле намӑс мар сана кун ҫинчен шутламашкӑн? Мӗнпе айӑпа кӗнӗ вара эсӗ кунта? Пӗтӗмпех эпӗ хам, айванскер… Вӑл халь пирӗн ҫарсене нимӗҫсене чарса тӑма пулӑшать! Эсир ӑнланатӑр-и, эпӗ ӑна пит уҫӑмлӑн каланӑ: тӗрлӗ кирлӗмарлӑх пулса ан кайтӑр тесен, малтанах татӑлса хурар, тӳлеве… Кардинал хир чечекӗсене юратнинчен кунта никам та тӗлӗнмен, ку вӑл питех те ӑслӑ ҫынсен йӑли пулӗ тесе шухӑшланӑ вӗсем. Путса кӗнӗ хура питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуле шӑпӑртатса юхса анчӗ. Ҫак туйӑм ун «Вальдек» ҫинчи килӗшмен ҫынсем хушшинче капланса ӳссе кайнӑ, паллах. Ҫӑва патне-и? Анчах Дик Сэнд ыйтӑва хуравлама ӗлкӗриччен палламан ҫын пуҫӗнчи шлепкине хыврӗ те ҫӗре ҫити пуҫ тайрӗ. Тоня уҫӑ чӳрече умӗнче тӑрать. Хӗрлӗ хӑмӑр пальто тӑхӑннӑ губка евӗр мӑкӑллӗ ҫын, куҫа курӑнман хорпа дирижерлаканскер, хӑйӗн ятне илтсен чарӑнса тӑчӗ те Пантелейпе Вася ҫитсе танлашасса кӗтрӗ, вара вӗсемпе юнашар утса кайрӗ. — Кичем эс. — Урӑх ӗҫкӗпе явӑҫса ҫӳрес ҫук эп, — ҫирӗппӗн каланӑ Фома. Ташласамччӗ манпа, чунӑм!» — Эсир… вӗлертӗр-и ӑна? — Вӑт япала, — пӑшӑрханса ответлерӗ Тимур. Лере, юхан-шыв леш енче, сӗткене кӗрсе шӳсе кайнӑ хура уйсем пӑсланаҫҫӗ, йӑсӑрланса тӑракан ҫав ҫӑмӑл ӑрша юххи витӗр, инҫетре-инҫетре, кӑвак тӗтреллӗн курӑнакан вӑрман йӑрӑмӗ, улӑм витнӗ пӳртсем палӑраҫҫӗ. Маншӑн лайӑх марри тата урӑх та нумайччӗ, час-часах ман пирвайхи пристаньтех пароходран пӑрахса тухса тарас, вӑрманалла каяс килетчӗ. Сарӑлсах пыракан шӑтӑк ӑшне часах сарӑрах тӗслӗ ҫутӑ сӑнӗ кӗре пуҫларӗ; эпӗ сылтӑм енче те, сулахайра та темӗн пысӑкӑш туннель евӗрлӗ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑра пӑс палкаса тухнине куртӑм; вут ҫулӑмӗн чӗлхисем шатӑртатса ҫӗр шӑтӑкӗсен стенисене ҫуласа илеҫҫӗ. Вал ун ҫывӑхне ларчӗ те аллине ӗҫ тытрӗ. Ҫавӑнта улӑхмастӑп, тесе темиҫе хутчен те тупа тунӑ ӗнтӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Хуҫисем ку сехете тем чул хаклӑ парсан та сутас ҫук. Тинӗс, баржӑсен аяккисене лӑпкаса, тилмӗрекен вӑйсӑр сасӑпа шавлать, вӗсем ӑна хирӗҫ, темӗн пирки парӑнмасӑр тавлашнӑ пек, сиввӗн янӑракан сасӑпа тавӑраҫҫӗ. — Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: ку ӗҫре Весовщиков юрамасть-ши, э? Кӑнтӑрла тӗлӗнче хумсем ҫинче темӗн чухлӗ тинӗс курӑкӗсем курӑна пуҫларӗҫ. Ҫармӑсӑн ачанни пек мӑйӑхсӑр ҫӑварӗ, тӑсӑлса-тӑсалса, пӗтӗмӗшпех вӑрӑм кулла ҫаврӑнчӗ, ҫавна пула ун калама ҫук лайӑх шӑлӗсем вут ҫутинче ялтӑр ҫиҫсе илчӗҫ. Нагульнов, хытӑ кӑшкӑрса, хӗрарӑмсене йӗркене кӗме хушрӗ. — Теҫеттин пуҫне ҫичшер пӑт акмалли хура тӑпраллӑ ҫӗре те пирӗн ҫерҫи сӑмси чухлӗ кӑна! Мӑн кӑмӑллӑ майра-патша вара, керменти халӑх кӗпӗрленӗвӗ хушшинче Соломонӑн мӑнаҫлӑ, асран тухми хитре питне хуть аякран, хуть вӑрттӑн, наҫилккен йывӑр каррисем витӗр те пулин курас тесе, палӑртнӑ сехетсенче хӑйне час-часах Ливан ҫурчӗ умӗпе йӑттара-йӑттара ирттерттернӗ. Икӗ пин ҫавра — вӑл нумай, питех нумай, питех нумай. Хӑрушӑ асапсем те ӑна сивӗтеймеҫҫӗ. Кольхаун ӗнтӗ пӑшалне ҫӗкленӗ, вӑл лашана персе пӑрахса, хӑвалас ӗҫе пӗтерсе хурасшӑн пулнӑ. Тен, чӗрӗ вӑл! Тен, юри вилнӗ пек пулса выртать! Кӑмӑлласах кайман вӗсем ӑна. Ҫакна Крэнкбиль хӑй те часах туйса илнӗ. — Сельдерей — чи лайӑх сорт, госпожа Куэнтро! — Мана нимӗн те кирлӗ мар. Вӑт ку манӑн кантур, — терӗ мана сасартӑк Полутыкин господин, пӗр пӗчӗк те лутра ҫурт ҫине кӑтартса. Анчах Ганс ҫапах та конусӑн тулашӗ енче ҫӗр каҫма шутламарӗ. Том упаленсе тухрӗ, пит сыхланса, хуллен ура ҫине тӑчӗ те, ҫурта ҫутине аллипе картласа, ҫывӑракан мӑнаккӑшне нумайччен пӑхса тӑчӗ. — Пажӑн хӑйӗн хуҫинчен ниҫта та юлмалла мар; пажӑн вӑл мӗн тунине йӑлт пӗлсе, сӑнаса тӑмалла, — хушса хучӗ вӑл, сасне пусарса, — кӑнтӑрла та, ҫӗрле те. — Лукашкӑна ӑҫта хурӑпӑр? — терӗ хӗр кулкаласа. Унӑн суранӗсене юсама пачах май ҫук пек туйӑнать. Пирӗн батальона ӗлӗкхи шута ҫитерчӗҫ, лешсене те пополнени пачӗҫ. Каях… Корчагин ячейкӑсенчен пыракан ходоксене: Совет ҫӗршывӗн политики вӑл — мирлӗ пурӑнӑҫ политики, вӑл кӳршӗ государствӑсемпе нихӑшинпе те вӑрҫма хатӗрленмест, тесе нумай ӑнлантарса парать, анчах вӑл та сахал пулӑшать. Темиҫе минутран матрос, аллине темӗскер тытса, каялла таврӑнчӗ. Палуба ҫинче пассажирсем харлаттараҫҫӗ, тенкелсем хушшипе — ыйӑхлӑ ҫын кӗлеткисем хушшипе — пӗр вӑрӑм, типшӗн хӗрарӑм, пура платье тӑхӑннӑскер, тутӑр ҫыхман кӑвак пуҫлӑскер, хуллен пирӗн паталла утса ҫывхарса килет, — кочегар мана хулпуҫҫийӗпе тӗртсе хуллен калать: — Пӑх — хуйхӑрать… — тет. — Еплине халех курӑн. Тепӗр самантрах, тен, ҫывӑрса кайнӑ та пулӗччӗ вӑл. — Мӗн тӑвас тетӗн-ха ӗнтӗ эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ, ывӑлӗн сӑмахне пӳлсе. Дик Сэнд кимӗ сӑмсинче юлчӗ. Вӑл тимлӗн итлерӗ. Ак мӗнле вӑл ывӑлсене ӑсатасси! Пикник хаваслинчен ытларах кӑшкӑрашуллӑн та ним йӗркисӗр тӗркӗшӳллӗн килсе тухрӗ. Этем пуринчен те уйрӑлма хатӗр, пур тӗшмӗшлӗхрен те уйӑрӑлать; анчах ҫынсен тутӑрне вӑрлакан пиччӗшне — вара теме вӑй ҫитмест. Эпир турӑ ӗҫне пулӑшасшӑнччӗ. — Юрататӑп эпӗ ӑна! — пӑшӑлтатса илчӗ амӑшӗ. Гленарванпа Мюльреди тата Айртон ун хыҫҫӑн чупрӗҫ. Кил хуҫи хӗрарӑмӗ мана каласа пачӗ: иккӗшӗ пӗр пысӑк чӳлмек пӑтӑ ҫисе ячӗҫ, тет. Илтетӗр-и эсир, никам та айӑплаймасть! Темиҫе хутчен те тӑма хӑтланчӗ вӑл, юлашкинчен туйине хуҫса пӑрахрӗ те, тулли михӗ пек, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Манӑн калав унӑн кӑмӑлне хумхатрӗ курӑнать. Ӗҫсем ытла хӑвӑртах пыман пулин те, ҫирӗппӗн, тӗплӗн пулса пынӑ. Алӑкӗ умне Джон Мангльс икӗ хурал тӑратрӗ, ҫак юрӑхсӑр ҫынна вӑл куҫран ямасӑр хытӑ сыхлама хушса хӑварчӗ. Гринвич меридианӗн вӑхӑтне кӑтартакан хронометрпа вӑхӑт уйрӑмлӑхӗнчен карап хӑш долготара иккенне шутласа кӑларӗччӗ. Степан Бояркин Мускав еннелле кайнӑ. — План халлӗхе ҫук-ха. Ӗҫлеме килӗшмеҫҫӗ пулсан, ларччӑр ҫӗнӗ ҫулччен, — терӗ Токарев кондукторсене. Чи йывӑрри иртсе кайрӗ ӗнтӗ. — Мӗншӗн кирлӗ вӑл сана? Эсӗ хӑвшӑн кӑна хыпса ҫунатӑн, ҫеҫен хирте ҫӗрле шӑпах хӑвна хӗрарӑмпа курнӑшӑн кӳрентӗн те эсӗ. Чей ӗҫсе ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑнасем килӗсене саланма тытӑнчӗҫ, часах Покровски сали пушанса юлчӗ, пурте вара хӑйӗн кулленхи йӗркине кӗчӗ. Шӑпах ҫак Лежёнь, е, халӗ ӑна каланӑ пек каласан, Франц Иванович, Овсяников патне эпӗ пур чухне пырса кӗчӗ. Эпех айӑплӑ ӗнтӗ. Мӗне пӗлтерет ку? — Паллӑ туса хӑварнисене эсӗ епле пӗлетӗн апла? Кунсӑр пуҫне, Европӑра чухӑнланса юлнӑ, хӑйсем тӗллӗн вӑрҫӑ вӑрҫма пултарайман патшасем те чылай шутланаҫҫӗ. — Вӗсем сире питех те тарӑхтараҫҫӗ-и, Микель? Амӑшӗ чӑнах та макӑрса ячӗ — хурланса, каҫса кайса макӑрчӗ, анчах часах, кӑштах вӑй илсе, куҫне ытла тасах мар каркӑҫпа шӑлчӗ, сайра хутра ӗсӗклесе, кӳренчӗклӗн:— Пӳрте кӗрсем эсӗ, аҫу-аннӳ илесшӗ! Вӑл Николай Антоныч ҫинчен каларӗ. Ӳсӗр ҫын пек тайкаланса тӑчӗ те решеткерен тытрӗ. Джон Мангльс юлашки хушусене парса хӑварчӗ, вара, вӗсене тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхсан, Гленарвана курма пырас тенӗ ирландецӑн ҫемьипе пӗрле, «Дункан» ҫине пачӗ. Пӗр монастырь прелачӗ козаксем ҫывхарса килнине илтсен вӗсене ӳкӗтлеме хӑйӗн икӗ монахне янӑ, вӗсене вӑл: эсир хӑвӑра тытма пӗлместӗр, запорожецсем правительствопа килӗшӳ тунӑ-ҫке-ха, анчах та эсир короле сӑмах панине пурӑнӑҫламастӑр, нимӗнле халӑх правине те хисеплеместӗр тесе калама хушнӑ. — Вӑл ӗнтӗ мана хӑтӑрса илчӗ, — тӳррипех каларӗ Умрихин. Геркулес вӗсене чура караванӗнче курнӑ. «Мӗнле выльӑхӑм?» Уҫӑ ҫӑварӗнчен, кӑпӑкланса, юн юхать. Манахсен тӗксӗм ҫурчӗсем те хапӑл тӑвас пек, вӗсен ҫумӗнчи уҫӑ галерейӑсенче чӗкеҫ чӗвӗлтетет, унта вӗсен йӑвисем пур. — Хӑҫанччен? Кӗпӗрленӳ хушшине лекнӗскер, Маякин пӗр саманта куҫран ҫухалнӑ, анчах каллех, уявлӑ кулӑпа кулса, чӑмса тухнӑ. Анчах кӑлӑхах улталаса тӑтӑн. Анчах Грушницкий вара чавсипе рояль ҫине таянсах ӑна куҫпа ҫисе ярассӑн пӑхса тӑчӗ, ҫурма сассипе вӑл минутсерен ӑна ҫапла калать: — Итле-ха, — терӗ мана Вера, — эпӗ сана хам упӑшкапа паллаштарасшӑн мар, анчах санӑн княгиньӑна мӗнле майпа та пулин килӗшме тӑрӑшмалла, апла тумашкӑн сана йывӑр мар, мӗн кирлине пурне те тума пултаратӑн вӗт эсӗ. Будкӑран тухса кайнӑ чух хама хам эпӗ текех Никифорыч патне «хӑнана» нихҫан та килместӗп, тесе сӑмах патӑм, — хӑй интереслӗ пулсан та ку старик ман кӑмӑла каймарӗ, унтан аяккарах пулас килчӗ. — Кунта индеецсем килнӗ е, вӗсем пулмасан та, такамсем, шутсӑрах вӗсем пек туйӑнаканскерсем килсе кайнӑ. «Мироедсем» ҫинчен вара — вӗсене кураймасӑр калаҫатчӗ, ҫав тери ҫемҫе чунлӑ ҫыннӑн ҫавӑн пек курайманлӑх пурринчен тӗлӗнсех каймаллаччӗ: — Вӗсем мӗншӗн ыттисенчен пуянтарах? Буфетчикпа тавлашса кайсан, яхта ҫинчи пассажирсем пурте Паганель май ҫавӑрӑнса ӳкеҫҫӗ, майор анчах никам енче те мар, уншӑн пулсан географи тени ахаль те кирлӗ мар та, апат ҫиес сехетсенче пушшех те кирлӗ мар вара. Шывран каялла тухсан вара, шывӗ питӗ пӑтранчӑк пирки, пулӑ таврашӗ курма май пулмарӗ. — Вунӑ кун! — ассӑн сывларӗ Том. Мерекке! — Сире чӗр пуҫӑн курма питех те хавас эпӗ. — Эсӗ-и ку, Старик? — ыйтрӗ такамӑн аран-аран илтӗнекен сасси. Пурнӑҫра хӑй йӗркипе пулса пыракан савӑнӑҫпа хурлӑхсене кам чӗрепе ӑнланса тӳссе курнӑ, ҫавӑн кашнин, пӗр паллӑ тапхӑрта, — пӗрин вӑйлӑрах, теприн вӑйсӑртарах, — кӑмӑл-туйӑмсем улшӑннӑ самант пулса иртет. Юлашкинчен, тӑрса ларчӗ те каллех ятлаҫса илчӗ. Ку Пугачев йӑвийӗн малтанхи хуралӗ пулнӑ. Вӑл аса илме пуҫларӗ, шухӑша кайрӗ. Шӑхӑрни тепӗр хут та илтӗнчӗ, Стефчов хальхинче хытах шӑхӑрчӗ. Ҫичӗ йывӑр фазан унӑн пилӗкне ыраттармаллах усаҫҫӗ. Ӑна сасартӑках ҫӳлтен илтӗннӗ сасӑ хускатрӗ. Ҫак пулни-иртнине шутламасан, «Пилигрим» ҫинче ытти пурте аванах темелле. — Леона хӗрринчен! Юнашар ялта, сӑрт ҫинчи шкул патӗнче, утлӑ ҫар ҫыннисем пысӑк ункӑн пухӑнса тӑнӑ. Анчах пӗр ҫуртӑн алӑкӗ тӗлӗнче вӑл тапах чарӑнса тӑчӗ. Качаки урнӑскер. Пушкин памятникӗ патне Алексей аран ҫитрӗ. Кӗленчеллӗ шкапсенче авалхи пуян костюмсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ӑна, тулли шывлӑ пысӑк юханшыв пек лӑпкӑ та вӑйлӑскере, пӑхма кӑмӑллӑ, анчах ун сӑмаххисенче темскер ҫывӑрса каяс килтерекенни пур, вӗсем пурте пире кирлӗ мар, ывӑнтарса ҫитересҫӗ. Калаҫнӑ хушӑрах старик хӑвӑрт сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ, хӑй туса хатӗрленӗ икӗ кӗленче ҫырла эрехӗ, Кубаньренех илсе килнӗ шамай текен типӗтнӗ пулӑ хучӗ, чейник лартрӗ. Сӑмах вакласах каймасть вӑл, вӗҫнӗ чух сӑмах та хушмасть; анчах: «Ӑҫта эпир?» тесе ыйтсан, вӑл яланах хама тӗлӗнтерекен тӗрӗслӗхпе каласа парать. — Ан астар теҫҫӗ сана! — йынӑшса илчӗ Увар Иванович. — Эс малтан шарне кӗрт, унтан вара эп кӑларӑп, — ҫиллессӗн тавӑрчӗ Бек-Агамалов. Мӗн пытарса тӑмалли пур? Киви Ҫӗнӗ Зеландире кӑна пурӑнать, ҫавӑнпа та вӗсене Европӑри зоологи сачӗсенче усрама питех те йывар. «Ҫӗлен тирне алӑпа тытни ырра мар», — терӗн. Халь тарма юрамасть, пире курма пултараҫҫӗ. — Тӳпе ывӑлӗсем халӗ те чӗрӗ-и? Акӑ, хӗвел ҫыран хӗрринчи тӳлек шыва пырса сӗтӗрӗнчӗ, — пӗтӗм шывӗ хӗвел ӳкнӗ ҫӗрелле тапранса куҫса кайнӑн туйӑнать. Пурне те илсен, чи витӗмлӗреххи — хакалере ҫав вӗлернӗ ҫыннӑн плащӗпе шлепкине тупни пулнӑ. — Ҫичӗ ҫула яхӑн, — терӗ Артур. Вӑл мӗншӗн куҫса килчӗ тетӗр? Поднебескосем чи юлашкинчен кайрӗҫ. Кӗсменӗсемпе пӗр-ик хут авӑсса илсенех, эпӗ вӗсене ҫапла каларӑм: — Атте сире чӗререн тав тӑвать ӗнтӗ. Спиридончо шомпол вӗҫӗпе тирсе ҫав мӑяна ҫӗклерӗ. Фома, капитан ҫине шӑмарса пӑхса илнӗ те, кашни сӑмаха влаҫлӑн пайӑрласа:— Эсӗ, Ефим, ху сӑмсу ҫине те карт, ыттисене те кала: ытах та эп ун ҫинчен мӗнле те пулин мӑшкӑллӑ сӑмах илтем пулсан — асту, пуҫран вутсыппипе парӑп! — тесе хунӑ. Анчах урӑх ним те илтмерӗм. Пӗлетӗп, эсир ман пирки япӑх шутлатӑр. — Вӑл та чиперех, — тетӗп кӑшт сӳрӗкреххӗн. — Пулма пултарать; анчах итлӗр-ха, — хушса хучӗ Инсаров татӑклӑн, ҫав вӑхӑтрах пуҫне кӑмӑллан сулса. — Эсир манран укҫа илме пулсан кӑна эпӗ эсир сӗннипе килӗшме пултаратӑп. — Цимбал темӗн каласшӑн пулчӗ, анчах ӑна хӑтӑрса тӑкрӗҫ. Юханшыв кунта куҫ виҫейми пысӑк та анлӑ, хӑш-пӗр тӗлте миля ҫурӑ сарлакӑш те пулать. Анна Михайловна ун еннелле ҫаврӑнчӗ кӑна, сасартӑк асӑрхарӗ: Петрикӑн шуралса кайнӑ сӑн-пичӗ халь ҫуркунне малтанхи хут уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ кун ача курӑк ҫинче выртнӑ саманта аса илтерет. Чӳрече витӗр чыссӑр картишнелле пӑхса туртса лараттӑмӑр, вӑл калатчӗ: — Пит шел, сирӗн вӗренме май ҫук, эсир пултарас пек туйӑнать… Унӑн йӑмӑкӗ, Уотсон мисс, куҫлӑх тӑхӑнакан ватӑ хӗр, ҫав вӑхӑтра шӑпах ун патне пурӑнма куҫрӗ те мана тӳрех букварь вулаттарма тапратрӗ. Малти пӳлӗмрен, залран Демка Ушаков, Аркашка тата Василиса инке — Андрей ушкӑнӗнчи пӗртен пӗр хӗрарӑм — пӗрне-пӗри пӳле-пӳле, тӗрлӗ енчен кӑшкӑраҫҫӗ: — Хӗрарӑм кӗрӗкӗ, донски текенни! Роза йывӑҫӗсем ытла сарӑлса кайнӑ, вӗсен ҫыхланнӑ тунисем мӗнпур сукмаксем тӑрӑх тӑсӑлса выртаҫҫӗ. Бук тӗмӗсем хушшинче шултра мӑкӑнь чечекӗсем хӗрелсе лараҫҫӗ. Хӑмла ҫырлин вӑрӑм ӳссе кайнӑ тунисем курӑк ҫине усӑнса аннӑ, тӑрринче ҫеҫ юлнӑ ҫулҫисене салхуллӑн шӗлтӗртеттерсе ларакан катӑркас ҫине ҫырласӑр виноград яваланнӑ. Лушкӑна Давыдов тӗкӗр витӗр курать: Лушка пӗчӗк арҫын ачанни пек ырханкка мӑйне тӑснӑ та, резинкӑна хӑйӗн типшӗмрех пӗҫҫи ҫине хурса, виҫкелесе тӑрать. Анчах ӗҫе йӗркелесе ярасси пирки вара эсӗ йӑнӑшрӑн, факт! Апла пулманнипе кӑмӑл сивӗнсен, хампа илсе килнӗ илемлӗ хуплашкаллӑ тетрадь ҫинче «пӗрремӗш лекци» тесе ҫырнин айне, пӗр кӑшӑла чечек евӗрлӗ пӗрлешмелле туса, айккӑн курӑнакан вунсакӑр ҫын пуҫӗ ӳкертӗм, профессора эпӗ те ҫырса пынӑ пек кӑтартасшӑн хутран-ситрен кӑна алӑпа хут тӑрӑх йӗрлерӗм (профессор манпа питӗ интересленесси пирки эпӗ иккӗленмерӗм). Вӑл хавассӑн каялла ҫаврӑнчӗ те, икӗ ҫар ҫынни ҫине пӑртак куҫӗсене хӗссе куларах пӑхса илчӗ: вӗсенчен пӗрин сӑмси вара жилет тӳминчен те пысӑк мар. Хӑшӗ ҫавна тунӑ, вӑл чылай уҫҫӑнах паллӑ пулӗ тетӗп. Питӗ хурлӑхлӑн ӳпкелешсе калать вӑл ҫак сӑмахсене! Пирӗн ҫӗршыври ехусенчен чи чаплӑ та хисеплӗ еху ҫемйи валли ирхи апат хатӗрлемешкӗн кирлӗ ҫимӗҫсене, ҫав апата хурса памалли чаплӑ савӑт-сапана шыраса тупас пулсан, тӗнче тавра сахалтан та виҫӗ хут ҫаврӑнмалла пулать. — Анчах сирӗн ҫӗршыв питех те чухӑн-ҫке, вӑл хӑйӗн халӑхне те тӑрантса усрама пултараймасть! — терӗ мана итлесе ларакан хуҫам. Ӑна уйрӑммӑнах пирӗн ҫӗршывра ҫӑл шывӗ ҫителӗклӗ марри, ҫӑл шывне илмешкӗн тинӗс леш енче выртакан ҫӗршывсене кайма тивни тӗлӗнтерчӗ. Анчах та — еплерех пурнӑҫ? Эсир ҫӗр ҫуллӑхран сиксе каҫатӑр. Кӗскен — вӗсене ҫӑлтӑрсен хушшинчи уҫлӑха-анлӑша ҫур ҫуллӑха ҫутӑ хӑвӑртлӑхӗпе ӑсатмалла. Арктикӑн чӗлхесӗр илемне курасшӑн ҫунакан ӑса кӗрсех ҫитмен ача марччӗ ӗнтӗ, ӗмӗтӗм тупсӑмне кирек мӗнле пулсан та тупасчӗ текен йӗкӗт те марччӗ эпӗ халӗ, — ҫук, вырӑс наукин историне открытипе кӗме хатӗрленсе, пурне те курса-чӑтса пиҫӗхнӗ ҫын пек тӑраттӑм эпӗ. Виҫӗ станцире тӳлерӗ вӑл маншӑн, сахӑрне те вӑлах пачӗ… хам та пӗлместӗп ӗнтӗ… преферансла та вылярӑмӑр… ман ӑна кӑштах тӳлемелли юлчӗ. Виҫҫӗмӗшӗ — вӑл кунсерен уроксене килсе, класра виҫӗ ҫын пулин те, хӑйӗн мӗн чухлӗ вӗрентмелле пулнӑ, ҫавӑн чухлӗ вӗрентет. Вӑл, куҫне ҫӗклемесӗр, пӑхӑннӑ пек те, пӑхӑнман пек те кулкалать, кӗскен ҫеҫ хирӗҫ тавӑрать. — Авланас? Аллисем чӗтрерӗҫ, ҫурӑмӗ ҫинче сӑркӑлтатса тӑчӗ. Чӗлемӗпе тӑрмашма пӑрахмасӑрах, хӑйӗн сӑмаххисене Алексей мӗнле йышӑнни ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, Капустин малалла каларӗ: — Ӗҫ сирӗнте, старший лейтенант Алексей Мересьевра мар. Унтан ҫӑлтӑрӗсене унаса пӗтерчӗ те, хам кукӑле пӗҫерем-ха, супинккен, тесе пӗлтерчӗ. Куҫлӑх тӑхӑнса ют ҫынсен ҫырӑвӗсене, ҫурхи шывпа хамӑр килхушшине юхса килнӗскерсене, вуланӑ чухне (вӑл вӗсене халь те вулатчӗ-ха) вӑл маншӑн карчӑк пекех туйӑнатчӗ. Кралич ҫав вӑхӑтра — хӑйне аҫа ҫапрӗ тейӗн — йӑлт хытса тӑчӗ; кунта мӗн-мӗн курса тӑнинчен тӗлӗнчӗ кайрӗ, ури чӗтреве ӳкрӗ, ҫӳҫӗ вирелле тӑчӗ, ҫурӑмӗ тӑрӑх сивӗ сӳлетсе иртрӗ. — Эпӗ вӑрантӑм та — сан ҫинчен шухӑшларӑм… тӗлӗкре сана куртӑм. Ҫӑлтӑра вӑл пирӗн ҫывӑхалла ҫеҫ куҫарать; анчах ҫапах та эпир унӑн урлӑшне курма пултармалла ҫывхартмасть вӑл. Хӑтӑлса юлатпӑр, е вӑхӑтра пулӑшу илме пултарсан аван, анчах, тӑшмансем крепӑҫа тытса илсессӗн, мӗн курӗ? — Ҫук-ҫке! Казак пӑрӑнчӗ те кӑшт ҫеҫ ӳкмерӗ. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмне таврӑнчӗ, мӗнпе те пулин вӑхӑт ирттерес тесе, тумне улӑштарса тӑхӑнма тытӑнчӗ. Ун пек вӑл вӑрансан кашни ирех тӑвать, анчах мӗншӗнне хӑй те каласа пама пултараймасть. Пуп майри мана унӑн пӳлӗмне илсе кӗчӗ. Ҫак шухӑша татӑклӑн йышӑнса, аллӑмсене хӗреслетсе хутӑм та кӗтсе тӑратӑп. Ерофей пӗтӗм чунтан хуҫи ҫине пӑхса ӑмсаннӑ, унӑн ӗҫӗ ӑнӑҫнине кура чӗререн, ытараймасӑр савӑннӑ. — Учительница пур-ҫке! Ҫӗрле ӗҫлеме выльӑхсемшӗн те, ҫынсемшӗн те лайӑхрах, сулхӑн, ҫавӑнпа ӑна ҫӗрле турттарнӑ. Эй, турӑҫӑм, ҫавӑн пек айӑпсӑр ултавшӑн вулакансем мана кӳренмӗҫин юрӗччӗ ӗнтӗ… Ҫак шухӑш ӑна ҫав тери сехӗрлентерсе пӑрахрӗ. Ҫитменнине тата, вӑл хӑйӗн теветкелӗпе, анчах Воропаев шутӗнчен, ӗҫсем те тукаларӗ. Ҫавӑнпа та унӑн Воропаевпа канашласа пӑхасси килчӗ. Никампа та нихҫан тавлашӑва кӗмен майор Паганельпе тавлашса карӗ. Парнесене пурне тепӗр вуншар хут тыткаласа пӑхнӑ хыҫҫӑн Андрей нар ҫине пырса ларчӗ. Манран лайӑххи тупсан, мана манӑн, Манран начарри лексен, аса илӗн. Xалӑх юрринченех. Куҫӑмсене уҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ чылай вӑхӑт хушши хама мӗн пулнине ӑнланса илеймесӗр выртрӑм. Ҫак виҫ кӗтеслӗхсен, ҫаврашкасен, тӑваткалсен, кӑткӑс фигурӑсен тӗсӗсемпе ӗлкисен ҫыхӑнӑвӗсемпе йӑлтӑртатӑвӗсем пӗр страницӑран теприне чупа-чупа куҫаҫҫӗ. Катя ҫак сӑмахсене каланӑ-каламан Сережа пӗшкӗнчӗ те Соньӑна чуптуса илчӗ. Хӑй сисмесӗрех ялан пӗр ҫул суйласа илетчӗ вӑл — еврей масарӗнчен тытӑнса, пӗве таран, унтан чукун ҫул качӗ патне ҫитиччен. Никитӑшӑн килти ҫынсем ашшӗ вилнӗшӗн хурланнинчен тата хӑранинчен ытларах, — тӗлӗннӗ пек туйӑннӑ. Ну, мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗр? Вӑл чӑпар тӑваткаллӑ тутӑр ҫыхать, курӑкран тӗртнӗ, шӑрҫапа тӗрленӗ юбка тӑхӑнать. Анчах та, ӗҫре пиҫнӗ фронтовиксем, шкул килхушшине кӗрсенех, кунти лару-тӑру сӑнамалли тревога чухнехи пек мар иккенне сиссе илеҫҫӗ. Вӑт, ухмахсем! — тепӗр хут каларӗ старик, пуҫне пӑркаласа, сапаланса каясчӗ те тӗрлӗ еннелле, пӗрерӗн пырасчӗ? — Мӗнле ватӑлса кайнӑ эс! Пысӑкрах пайӗсем ҫӗмренӗн варӗнчи пайӗ валли, пӗчӗкреххисем вӗҫӗсем валли пулнӑ. Хӗрлӗ Тӑрна пӗр татӑкне теприн ҫумне майлаштарса вӗсене питех аван ҫилӗмпе ҫыпӑҫтарнӑ; индеецсем ҫак ҫилӗме бизон чӗрнисенчен тунӑ. Унтан вӑл, наборщиксем ҫине пӑхса илсен, вӗсем те оратор ҫине ыйтуллӑн, ӑнланусӑр, кичеммӗн пӑхса ларнине курнӑ. Хӑйӗн ҫӑварӗ тавра илемсӗррӗн ҫыпӑҫса ларнӑ кӑвак тутисемпе вӑл аякранах-ха этемле маррӑн кулкаларӗ. Тепӗр кунне Полутыкин господинӑн хулана хӑйӗн Пичуков кӳршӗн ӗҫӗ пирки тухса каймалла пулчӗ. Пӗрре эпӗ унтан:— Кальсон мӗн вӑл? — тесе ыйтрӑм. Ҫакна эпӗ халӗ те астӑватӑп-ха. — Вӑрлӑх пур ӗнтӗ халь. Ҫутӑлас умӗн К. хулине ҫитрӗмӗр. Эпӗ ӑна тӗпчесе пӗлтӗм. — Вӑл-и? Кукубенко вилни пурне те хурлантарчӗ. Хӗвел мӗнле куҫса ҫӳренине пуринчен ытла авалхи Египетра, Китайра, Индире сӑнамалла пулнӑ. Степан Бояркина хӑйне те йывӑр. Ҫав спецификӑллӑ интерессене хисепе хумасӑр юрат-и? — Юрать! Революци уншӑнах сиен курмӗ-ха. Пӗтӗм рабочи класа намӑс…» — тесе шухӑшласа илчӗ. Унтан ҫав путӑка кит мӑйӑхне ҫакӑн пек ҫӑмхаласа кӗртсе лартмалла, ҫиелтен ҫӑвӑн тепӗр катӑкӗпе чӑмӑртаса витмелле. Унӑн питӗнчен ӑшшӑн пӑхса, амӑшӗ вӑл ыйтнине хирӗҫ тавӑрса каларӗ, — вара арҫын унӑн аллине тата тепӗр хут тытса силлерӗ те темле хуҫкаланчӑк кулӑпа хуллен, сӳрӗкреххӗн кулса ячӗ. — Ҫавӑ кӑна-и?! — ассӑн сывласа илнӗ Фома, хреснашшӗн калавне итлесе пӗтерсен. Ҫакӑнтан вывод тухса тӑрать: эпир партиецсенчен тата ҫитӗннӗ рабочисенчен нумай начар ӗҫлетпӗр. Атланти океанӗ Икӗ сехет ытлашшипех омбу вӗҫӗ-хӗррисӗр кӳлӗ ҫийӗпе ишсе пырать, анчах хытӑ ҫӗр халь те курӑнмасть-ха. — Турӑ хӑтартӑрах. Доктор вара, ҫавсене тирпейлесе хунӑ май, пӗрмай кала-кала кӑтартрӗ. — Буэнос-Айрес! Кӑнтӑрти вырӑс ҫыннисем хӑйсем ҫуралнӑ ҫӗршывӑн кӗввисене яланах юратса хаклаҫҫӗ, анчах кунти «контрактсен» нумай тӗрлӗ ушкӑнӗ те чӗререн тухакан кӗвӗсен ытамне харӑсах кӗрсе ӳкрӗ. Маттур сунарҫӑ хунарне темӗнле майпа ҫутма пултарчӗ, ҫутти аран мӑчлатать пулин те, вӑл ҫапах ҫав сӗм тӗттӗм ҫӗрте пӑртак ҫутӑ парса тӑрать. Лётчик, алӑк хыҫӗнчен илтӗнекен сасӑсене итлесе, хӑйӗн мӗнпур шӑнӑрӗсем хытса ларнине, хӑвӑрт вӗҫекен машинӑпа чӑнкӑ пиккене кӗнӗ чухнехи пек, чӗри хӑвӑрт-хӑвӑрт тапнине туйса ларчӗ. Ун чухне эпӗ сирӗн патӑрта, Николай Аноныч кӑшкӑрашма пуҫланипе, сана нимӗнех те ӑнлантарса параймарӑм, тӗрӗссипе каласан, ӑнлантарма май та килмерӗ унта. Тумтирне хывсан, вӑл кӗрен питҫӑмартине сивӗпе хӗрелсе кайнӑ пӗчӗк аллипе ҫирӗппӗн сӑтӑркаласа илчӗ те, пушмак кӗлипе шаклаттарса, пӳлӗмелле хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ. — Мӗншӗн? — ыйтать унран интеллигент. Вӑл часах йывӑр ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Ытах, тытӑннах пулсан, эсир халӗ революци туса хунӑ пулӑттӑрччӗ, тытӑнмастӑр ҫав, ҫаплах тем хыҫаланатӑр, ниепле те вырӑнтан хускалаймастӑр, тата темле, пӗр харӑссӑн мар, урӗк-сӳрӗккӗн пыратӑр… Ҫыран патне ҫитесси хӗрӗх ярд юлсан, шыв ҫырантан чакса каясса кӗтсе чарӑнтӑмӑр. Тылран та флангран тепӗр вунӑ ачана яхӑн чупса тухрӗҫ. Кун пекки пирӗн ҫуралнӑранпа та пулман! Аксель, эсӗ ӑна пӗлместӗн-и? Пӳртсем ҫумӗнче, ахаль чух хресчен ураписем, плугӗсемпе сӳрисем тӑнӑ лупассем айӗнче халь лутӑрканнӑ «эмочкӑсемпе» вездеходсем курӑннӑ. — Кам пур-тӑр пирӗн ӑна пӗлекенни? — терӗ Волошин, куҫӗсемпе ҫилӗллӗн пӑхкаласа. Пурнӑҫ тӗллевӗ пур пулсан вара, ҫав тӗллеве пурнӑҫласа ҫитерсенех пурнӑҫ вӗҫленни паллӑ. Ҫывӑхрах снарядсем уласа та шӑхӑрса илеҫҫӗ, шартлатса ҫурӑлаҫҫӗ, пӗрмай кӗрленӗ те кӗмсӗртетнӗ сасӑ илтӗнсе тӑрать, йӗри-таврах тӗтӗм явӑнать. Артналёт пуҫланас умӗн темиҫе минут малтанрах Олейник сержанта санчаҫе ӑсатрӗҫ, каплах пуласса Олейник хӑй те кӗтменччӗ, вар-хырӑмӗ ӑна аптӑратсах ҫитерчӗ, хӑса-хӑса хӑшкӑлчӗ вӑл, ҫавӑнпа халь ӗнтӗ Олейник строя часах таврӑнас ҫук. Мӗнпур асапсем ҫумне юлашкинчен кашниннех пуҫӗ ҫавӑрӑнма пуҫларӗ — вӑл тусем ҫинчи чирсен хӑрушӑ йыхравҫи пулать, вӑл этемӗн вӑйне ҫеҫ мар, унӑн хастарлӑхне те пӗтерет. — Мӗнле, аван ҫын-и вӑл Василий Михайлыч? — ыйтрӗ Володя пиччӗшӗнчен. Вӑй ытла нумай пулнипе эпӗ кӗрӗс-мерӗсчӗ, эпӗ пилӗк пӑт туртакан михӗсене епле ҫӗкленисене сӑнаса, пекарь мана хӗрхеннӗ пек калаҫатчӗ: — Вӑю санӑн — виҫӗ ҫынлӑх, анчах вӑрт-варт ҫаврӑнкаласси ҫук! — Самантрах майлаштартӑмӑр. Вӑл хӑйӗн пушмакне, кӗпине юсарӗ. Анчах куҫӗсем унчченхи пекех хурлӑхлӑн пӑхрӗҫ. Ӗҫ хушшинче вӑл ҫурма сасӑпа темӗнле хурлӑхлӑ юрӑ ӗнӗрлерӗ. Ӑраснах ҫакӑ паллӑ: усал ӗҫсем тӑвакан ҫынсем ҫинчен, ӗмӗтсӗр ҫынсемпе ирсӗр усаллисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чух, кӗнекесем вӗсенче ҫав эпӗ пит лайӑх пӗлекен, эпӗ пит час-часах асӑрханӑ, темле ӑнланмалла мар хаярлӑх пуррине, ҫав ҫынтан мӑшкӑлласа кулма туртӑну шуррине кӑтартса памаҫҫӗ. Эпӗ мар кӑмӑллатӑп: вӑл кӑмӑллать. Пур тӗрлӗ савӑнӑҫа та юратакан Андрей Разметнов (хальхинче вӑл шӑпах парнелес ӗҫе ертсе пырать) пӑлханса кайнӑ пухӑва, тӗрлӗрен шӑв-шава ҫак сӑмахсемпе лӑплантарчӗ: — Ара эсир хӑть кӑштах та пулин чарӑнсамӑрччӗ! — Юрать, Иван Павлыч! Кӑмӑлӑр пур-и, эпӗ сире хамӑн адреса ҫырнӑ открыткӑсем парса ярам? Каллех чӗнмест. Анчах та капла йӑваннипе пуҫ ҫаврӑннӑ, кашни минутрах тӑн-пуҫ пӑтрашса кайнӑ, ҫавӑнпа та час-часах тӑн кӗриччен канса лармалла пулнӑ. Ҫакна старший лейтенант питӗ лӑпкӑн, ҫынсем ҫакнашкал ӑнланма ҫӑмӑл япаласене те пӗлменнинчен тӗлӗннӗ пек ӑнлантарса пачӗ. Хӑй те туйман инстинктпа телейсӗр ҫын тӳрех шыва кӗрсе кайнӑ. Андрюша вӗренме тытӑннӑ, анчах ашшӗ ӑна унта та куҫран вӗҫертмен; вӑл, яланах пансиона ҫӳресе, унӑн хуҫине хӑйӗн канашӗсемпе тата сӑмахӗсемпе йӑлӑхтарса, ҫитернӗ; кӗтмен хӑна надзирательсене те чӑрмав кӳнӗ: вӑл, вӗсем каланӑ тӑрӑх, пӗрмаях ачасене пӑхса ҫитӗнтересси ҫинчен ҫырнӑ темле ӑслӑ кӗнекесем пыра-пыра панӑ. — Ӑнлантарса пани сире те Англи посланникне те ҫырлахтарӗ тесе шухӑшлатӑп, — терӗ офицер сиввӗн. — Каҫхи апат хатӗрлӗр, — кӗскен хушрӗ кил хуҫи, хӑнана малти пӳлӗмри сӗтел хушшине ларма сӗнсе. Хӑвӑрах шухӑшлӑр эсӗр: вӑл ҫамрӑк, ӑслӑ, илемлӗ, лара-тӑра пӗлмен савӑнӑҫлӑ, нимӗнрен хӑрамасть, ячӗ чаплӑ, укҫа-тенкӗн хисепне хӑй те пӗлмест, нихӑҫан укҫасӑр пурӑнмасть. Хӑвӑрах шутласа илме пултаратӑр вӑл пирӗн хушӑра мӗнле вырӑн йышӑннине. Улӑм ӑшӗнче — ҫил шуйхатнипе — шӑшисем йӑшӑлтатма пуҫларӗҫ. «Питӗ лайӑх, — тесе шутларӑм эпӗ, — халӗ пӗр хускалмасӑр выртса, пӗртайлӑха ҫухатмалла мар. Корвет ҫапӑҫӑва юрӑхсӑр: вӑл ҫынсемпе ҫапӑҫма та, хумсемпе кӗрешме те пултараймасть. Ҫавӑнпа та эпӗ ыйтма тивӗҫлех: ҫавӑн пек хӗрӳ вырӑна пырса кӗме пулать-и? Алхапӑлта ҫапкаласа тунӑ вӑрӑм сӗтел хушшине, тӑвӑр пулсан та, сухаҫӑсем, вӑкӑр хӑвалакансем пурте вырнаҫнӑ. Хӗрлӗ чечеклӗ симӗс хут ҫыпӑҫтарнӑ стена ҫинче ҫуллӑ сӑрапа ӳкернӗ питӗ пысӑк виҫӗ ӳкерчӗк ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Павел ҫиленсе кайрӗ. Его величество аслӑ вӑрман улпутне хӑй енчен ҫак тӗлӗшпе мӗн тумаллине кӑтартса пама хушрӗ те, тепӗр кунне ирпе вӑрман пӑхакансем сакӑршар лаша кӳлсе улт урапапа кирлӗ патаксене турттарса килчӗҫ. Хӑй ҫавӑнтах Николай хӑйне тытса каясса кӗтсе мӗнле хатӗрленни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. — Анла эсӗ чӑнах та выҫӑ вилетӗн пуль? — Сирӗн нимшӗн те пӑшӑрханмалли ҫук. Кум арӑмӗ, шак хытса, аллинчен дьякӑн хӑрах урине вӗҫертсе ячӗ. Геркулес ирӗкре. Мӗн тейӗн? Темшӗн ҫыран хӗрринче катер та, лодка та пулман. — Том Сойер, Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер этем. — Артур! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пӑрахут хуҫи, ларнӑ ҫӗртен сиксе тӑрса. Анчах та ҫакӑн пек калани, паллах, Гвоздева лӑплантарайман. Кам пӗлет, тен, унта нимӗҫсем. Ҫеҫенхире? — Ҫапла, шухӑшласа пӑхӑп, — терӗ Реде, пӗртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Ку мӗнле ҫӗлен пулнӑ-ши? Кам пӗлет… Тата ытти мӗн пуррине пӑхсан та, вӑл ҫак тӑватӑ ҫын хушшинче асли пулни палӑрнӑ. Ольховка ҫыннисем вара тӑван ялӗнчен тарма пикеннӗ. Ҫук, пур пӗрех — ӑнланмалла мар. — Ерошка мучи уҫӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, нимӗн те хӗрхенмен. Ман ӑна вӗлерме нимле сӑлтав та пулман. Николай Артемьевич французла самаях аван калаҫнӑ, философсен шутӗнче пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗнмен. Кораблев патӗнче Николай Антоныч пулнӑ иккен. — Чиперкке, — терӗ Оленин. Ҫакӑншӑн эсӗ манран йӗрӗнес ҫук, тӗрӗс каламастӑп-и? Чулхуларан-и? Ун куҫӗсене самантлӑха ҫеҫ курма, ачаш сӑмахне илтме, ун аллисен сӗртӗнӗвне туйма ӗмӗтленнӗ вӑл пур ҫӗрте те, анчах пултарайман. — Илсе кайнӑ вӗт, путсӗрскер, йытта! — хӑраса йӑшӑлтатрӗ мучи кукленсе ларнӑ хушӑрах. Урамсенче, лапам-тӳремре, парксенче марсиансен ушкӑнӗсем — пӑшӑл-пӑшӑл. Эпӗ тӑваттӑмӗш талак ӗнтӗ… Эпӗ тумтире хывни ҫине хуҫа ҫав тери тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Ҫакӑн пек ҫул ҫӳрени Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джекшӑн та пит меллӗ пулнине шута илес пулать, вӗсене ҫул ҫав тери ӗшентерсе ҫитерчӗ. Ну, тӳррипех калатӑп, Мускав барышнисем! Леш ӑна тытать сылтӑм аллинчен, Уттарса тухать вӑйӑ умӗнчен. Офицерӑн ҫӳҫӗ кулмалла тӑртанкаласа кайнӑччӗ, унӑн касса ҫӗвӗлентерсе пӗтернӗ хурлӑхлӑ пичӗ йӑл кулнине эпӗ тин анчах куртӑм, — вӑл темле кулатчӗ. — Мӗнле каймастӑн? Пӗр самантлӑха эпӗ иккӗленсе тӑтӑм — ара эпӗ ӑна вунӑ ҫул ытла курман та-ха. Сасси япӑх хӑйӗн, шӗвек, юррине те питӗ начарскерне, авалхи салтак юррине: «чубарики, чубчики», тенине пуҫларӗ, анчах та ҫынсем чӗрӗлчӗҫ вӗт, унпа пӗрле юрлама тытӑнчӗҫ. Айӑпа кӗтӗм сан умӑнта. Ӑна мӗн те пулин кирлӗ пулӗ, тен. Эпӗ пурне те тупатӑп. Хатӗр-и? Павел ӑна 1917 ҫулта, февральте, хӑйсен хулине те революци ҫитсе ҫапӑннӑ вӑхӑтра курнӑччӗ. Хуҫӑлнӑ шӑмӑсене тӳрлетме, вӗсем ҫинчен эпӗ сиртен ытларах пӗлетӗп пулсан та, сире кансӗрлеместӗп вӗт. Малтанах вӑл хӑраса ӳкрӗ, анчах ҫухалнӑ ывӑлне ӑҫта шырамаллине амӑшӗн чӗри часах сисрӗ. Мӗнле вара эсӗ власть умӗнче ҫак ҫӗр чавассинчен ырӑрах ӗҫе тивӗҫлӗ пулаймарӑн? Ну, паллӑ ӗнтӗ, мӗнле ӗҫлекен ҫын-ха вӑл, — ун ҫинче мӗнле чунӗ тытӑнса тӑрать, — анчах ҫапах та…. Мана та каларӗ: ют ҫӗршывра тӳррӗн ҫӳре, кунта йӗрки ҫавӑн пек, пустуй япалашӑнах пуҫа татса илеҫҫӗ, терӗ. Анчах эпӗ… тӳррипе калатӑп… Вырӑсла!.. Ҫӗрле юр ҫунӑ, курӑк та йывӑҫ турачӗсем те шап-шурӑ курӑнаҫҫӗ. Вӗсене пехота парачӗпе кӗтсе илнӗ, пехоти вара капӑр булавӑпа фокуссем ҫунтаракан, тамбур-мажора питӗ ӑста та ухмахла янраттаракан оркестр ҫеммипе йӗркеллӗн утса иртнӗ. Ботинкисем ҫине ӳкекен сарлака йӗмсем тӑхӑннӑ офицерсем тата уйрӑммӑнах пӑши сӑранӗнчен ҫӗлетнӗ шурӑ бриджи тӑхӑннӑ, ҫӳлӗ те актер сӑнлӑ ватӑ генерал пӗртте ҫар ҫыннисене аса илтермен, вӗсем пурте ытларах кӗрнеклӗ спортсменсем пек курӑннӑ. Строевой приемсене машина пек йӗркеллӗ туса кӑтартни актерсем театрта вылянине аса илтерет. Кам янӑ вӗсене кунта? Капитан вӗтлӗх патне ҫитнӗ те часах уҫланкӑна, кӗтмен ҫӗртен пӑч-пӑч чӑпар мустанг тӑнӑ ҫӗре пырса лекнӗ. Вӑл манашкӑсене тивмест, аристократсен арӑмӗсемпе хӗрӗсене хӑтарать, тыткӑнтисене тата пупсене ирӗке кӑларать, — терӗ Марат. Шӑршланса кайнӑ кӳлленчӗк шывра ларакан урапа ҫинче хутланса выртнӑ вӑл. Ун патӗнчех эрешменсем, йӗкехӳресем, выҫӑпа аптӑранӑ кушаксем ҫӳренӗ. Таврара тӗттӗм. Ҫавӑнпа та иртен пуҫласа каҫчен ҫирӗм пилӗк, вӑтӑр миль кайсан ҫитет тесе шутларӗҫ. Лукашка, старик мӗн шутланине пӗлес шутпа пуль, урядник унӑн пӑшалне мӗнле туртса илни ҫинчен каласа пачӗ. — Мӗн калас, ирӗк сирӗнте! — терӗ Озеров. — Хӑвах уҫ, унсӑрӑн начар пулма пултарать. Маркиза илсе кайрӗҫ. — Сан пӑшал тупӑнать-ши? Ну, вӑл хӑй ҫапла ҫын пулсан, малашне те Петербургра пурӑнмалла пулнӑ унӑн. Денни пур енчен сыхланса ҫапӑҫнӑ. Тӳпене аялтан иртекен кӑвак пӗлӗтсем хупласа илчӗҫ. Юр вӑйлӑ ҫума пуҫларӗ. Кӳрентеретӗр эсир мана, аттеҫӗм, чӑнах та кӳрентеретӗр, хӑвӑр килесси ҫинчен мӗншӗн мана маларах пӗлтермерӗр-ха? — Ҫук, сэр, пӗртте курман. Хуларан пӑлхавҫӑсене пулӑшма тесе килсен килӗ тата тепӗр пӗчӗк ушкӑн, пурӗ ик ҫӗр аллӑ ҫынна яхӑн пулать иккен те, вӗсем те пулин тӗрлӗ ҫӗрте тӑра-тӑра тухнӑ, саланса пӗтнӗ, башибузуксен элес-мелес хӑрушӑ ҫарӗ вара тухӑҫран та анӑҫран та хура пӗлӗт пек капланса килсен, пӑлхавҫӑсем вӗсене хирӗҫ тӑраймаҫҫӗх. Отделени командирне, Олейник сержанта, Андрей пӗрре пӑхсах килӗштерчӗ. — Ефим, аллине сывлӑшалла хӑмсарса, таҫталла кӑтартнӑ, унтан пӗр ури ҫинчен теприн ҫине йывӑррӑн хускалса илнӗ. Ку кирлӗ мар», тенине илтрӗ. «Сирӗн те кунта… акӑ темиҫе вырӑнта… сарӑ тӗс пур, ак кунта пачах хура пӑнчӑсем евӗр». Демид каллех нимӗн те чӗнмест. Ҫапла ансаттӑн татса панӑ патша Балкис-Македӑн пӗрремӗш пуҫватмӑшне. — Ӑна варалама ниепле те юрамасть! Сӗтел ҫинче хӑйӑ ҫунать, вӑхӑт-вӑхӑт сӳнес патнех ҫитет вӑл, вӑхӑт-вӑхӑт вӑйлӑн амаланать. Анчах ман пата ӑҫта ҫырмаллине пӗлмен вӗсем, — пӗлнӗ пулсан та, тепӗр тесен, вӗсен телеграммисемпе ҫырӑвӗсем Татаринов капитанӑн экспедицийӗ тӑнӑ вырӑна ҫитейнӗ пулӗччӗҫ-ши вара! — Ия, ҫав! Сапаланса каясран сыхланма тӑрӑшӑр. Шухӑш ҫеҫ тыттӑр, нимӗнле хӗр те тиркесе тӑрас ҫук. Ман шутпа, ытлашши нимӗнле те тыткаламарӗҫ вӗсем хӑйсене. Вара ниҫта кайса кӗреймесӗр вӑл ҫӗҫҫипе хӑйне чиксе пӑрахнӑ, тем пек асапланса вилсе кайнӑ. Мӗн кулатӑн? Вӑл козак пулсан, ҫакан пек кӗпе-тумтирпе граф паллисене ӑҫтан туптӑр?» — Сирӗн преосвященство, ун ҫине ан пӑхӑр, пӑхмасан лайӑхрах пулӗ. Луччӗ мана мӗн те пулин ҫыртмалли пар-ха, ан ман, эпӗ иртенпе ним те ҫимен вӗт. Ун патне йывӑҫ тӗмисемпе чулсем хушшинчи тӑвӑр кӑна сукмакпа каймалла; ту ҫине улӑхнӑ чух эпӗ княҫ хӗрӗн аллине тытрӑм, вӑл вара мӗн уҫӑлса ҫӳресе таврӑничченех хӑй аллине вӗҫертмерӗ. Аялтан пӑхсан, хӑмӑшсен силленсе тӑракан тӑррисем ҫутӑ енчи тӳпе хӗрринчи йывӑҫсен лапсӑркка ҫӑмламас турачӗсем пекех курӑнаҫҫӗ. Унӑн вӑйӗ пӗрхӗнсе тӑрать. Ӑна пурте юратнӑ, Никита ӑна пӗрмаях пӑхнӑ, йӑваланса чӑмӑрккаланнӑ ҫӑра ҫӑмне тураса якатнӑ, ҫырмана шыва кӗртме илсе кайнӑ, ҫавӑнпа упа ӑна ҫав тери юратса пӑрахнӑ. Сире, ваше благородисене, типӗ купӑста яшки лартса параймӑн, мӗнле пулсан та какай ярса пар. Чӑнахах та, пирӗн трактира пыракан ҫынсем унран хӑратчӗҫ, анчах пӗр-икӗ кун иртсенех вӗсем ун патнелле туртӑнни палӑратчӗ. Лӑпкӑ та шӑплӑхри пурӑнӑҫ ӑшне вӑл темӗнле кӑмӑллӑ сехӗрленӳ кӗртсе пычӗ. Ҫамрӑксем хушшинче капитана кӑмӑллакансем, хӑйсем капитанран тӗлӗнни ҫинчен пӗлтерекеннисем тупӑнчӗҫ. «Чӑн-чӑн тинӗс йытти, вӑл тинӗспе витӗр кавсӑлнӑ ҫын!» тетчӗҫ вӗсем. Вӗсен сӑмахӗсем тӑрӑх, ҫак капитан пек ҫынсем кӑна Англине тинӗссен аҫа-ҫиҫӗмӗ туса хунӑ мӗн. — Нихӑҫан та. Сывпуллашрӗҫ вӗсем сиввӗн те, типпӗн те мар, анчах пӗр-пӗринчен именсе, намӑсланнӑ пеклӗреххӗн. Сехет шакканине итлеме питӗ кӑмӑллӑ; сайра хутра ку киле ҫапкаланса ҫӳрекен ӑстаҫӑ кӗркелесе тухать, вӑл сехете юсаса-тасатса хӑварать, вара сехечӗ икҫӗр таран та ҫапма пултарать, мехелӗ пӗтсе ҫитмесӗр те чарӑнмасть. Эх, мӗн тери илемлӗ! — хушса хутӑм эпӗ, ӑна хам куҫ умӗнче чӑн чухнехи пекех курса: ҫав сӑнарпа лайӑххӑн савӑнас тесе, тепӗр аяк ҫине хӑвӑрт ҫаврӑнса выртрӑм та пуҫа минтер айне чикрӗм. Аллисене чӗркуҫҫи ҫине хурса вӑл Пӑванӑн ним хускалмасӑр выртакан кӗлетки ҫине пӑхса ларчӗ. Сомбреропа серапэ юнашар йӑваланса выртнӑ, анчах вӗсем ҫав ҫынӑн мар пулас. Мӗн пулма пултарнӑ-ши кунта? Рада пурӑнакан пӳлӗм шӑпах ҫавӑнта, ҫӳлти хутӗнчеччӗ! Сан валли итальянла хушамат тупӑпӑр. Монтанелли пуҫне аллипе сӑтӑрса илчӗ. — Эй, туршӑн та, ирӗк парӑр, герцог, хӑвӑра ыталама! Анчах, лешӗ каланӑ пек, Гаврил ҫавӑнтанпа чӑнах та ялан хуйхӑ пуснӑ ҫын пек ҫӳрет, — тесе пӗтерчӗ Костя. — Мӗншӗн тесен эсир синьор иккенӗ паллӑ. Сӑмах татса килӗшсен, Ганс тухса кайрӗ. Вӑл ун умӗнче пӗр минут пек пӑхса тӑчӗ, аллинчи курки чӗтрерӗ, пӑр катӑкӗ ерипен шуҫ ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна илчӗ. Тепӗр кунне пӑхаҫҫӗ, негр та тухса шӑвӑннӑ: ачана вӗлернӗ каҫ вунӑ сехет хыҫҫӑн ӑна никам та курман, ҫапла вара, ун ҫине шухӑшлама тытӑнчӗҫ. Тепӗр тесен, эпӗ хам унта пулатӑп ӗнтӗ, сире куратӑп. Вӑл бомбежка вӑхӑтӗнче аманнӑ. — Тӗрӗс калатӑр, Мак-Набс. Кӗҫнерникун, июнӗн 11-мӗшӗ. Ытти-хыттишӗн вара, оrbis terrarum пирки калас пулсан е ҫӗр ҫинчи ыттине-мӗнне, пан Максим Яценко сана мӗн калать — итле, лайӑх вӗрен. Эпӗ унран мана пиллеме ыйтрӑм, унӑн пысӑк мар сарӑрах аллине хӗпӗртесех чуптурӑм. Те вунӑ кун, те ҫирӗм кун хушши юханшыв тулнӑҫем тулса пычӗ, юлашкинчен ҫыранӗнчен тухсах кайрӗ. Гусевпа Лось кермен патне ӗшне енчен пыраҫҫӗ. Ухӑ тӗлленӗ ҫӗрех пырса лекрӗ. Вылясси пӗтрӗ; эпир пурте ҫав сайра тӗл пулакан япалана курма, пуҫа пуҫ перӗнтерсе, ҫӗрелле пӗшкӗнтӗмӗр. Ытти ҫӗршывсенче хресченсем налогсем тӳлемеҫҫӗ тетӗн-и. Сыв пулӑр. Вӗсен хушшинче Фома пӗлмен айӑпсӑр этем пулман та, темелле, — ӑна пурин айӑпӗсем те паллӑ пулнӑ. Кӳршӗ арӑмӗсем — ку тӗлӗк лайӑха пӗлтерет: ывӑлусенчен хӑшӗ те пулин фронтран таврӑнмаллах теҫҫӗ, тесе ҫырнӑ: Карчӑк Алексее начальниксенчен хӑйне пӗр кунлӑха та пулин киле яма ӳкӗтлесе пӑхма ыйтнӑ. Сергей ним шухӑшламасӑр куҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, калама ҫук савӑннипе, сасартӑк пӗрре тапса ура ҫине сиксе тӑчӗ. Тем пулсан та кайса пӗлетӗп!» терӗ. Пуҫӗ унӑн кӑштах чӗтрерӗ. Малтан пӑхса тӑтӑмӑр эпир, унтан ывӑнса ҫитрӗмӗр те чемодансем ҫине лартӑмӑр, каллех ура ҫине тӑтӑмӑр. Кандов ҫапах та курӑнман. — Ҫук, хӑваласа ямӑп, Евгений Васильевич. Учредительнӑй собранин членӗ пулнӑ Боэтиду ҫав ӗҫе тӑвакан ҫынсене республика паспорчӗсем панӑ, ҫак ҫӗнӗ паспортсене малтанах хатӗрлесе хунӑ, ун ҫине ҫын ятне кӑна хушмалла пулнӑ. Ҫав сутӑнчӑк этем ун пек паспортсене ҫыххи-ҫыххипех усранӑ, вӑл панӑ паспортлӑ ҫынсем пӗтӗм Бретань тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗ. Вӑраннӑ тӗле вӑхӑт чылаях иртнӗччӗ ӗнтӗ, ман кровать ҫывӑхӗнче пӗр ҫурта ҫунать, пӳлӗмре хамӑр килти тухтӑр тата Мимипе Люба лараҫҫӗ. Лосьпа Гор ҫак самантра ҫурт пусми ҫине, колоннада айне тухрӗҫ; иккӗмӗш сирпӗнӳ. Халӗ вӑл кама та пулин ман тетраде тата санӑнне те вӑрласа илме вӗрентет ӗнте. Йӗпе сӑмса, ҫапкаланчӑк шӑпӑрлан Мартен, аллине кӑкӑрӗ умне тытса, тупа тунӑ, ман тавар пек лайӑххи пурӗпӗр никамӑн та ҫук, тенӗ вӑл г-жа Лорӑна. Павел Петрович кӑштах куҫне хӗссе хучӗ. — Ахальтен мар апла калаҫать пуль вӑл». Вӑрҫӑра чи кирли вӑл — салтак мӗнле кӑмӑлпа ҫапӑҫӑва кӗни. — Эпӗ выртатӑп! — терӗ амӑшӗ Софьйӑна шӑппӑн. Манӑн вӑрӑм ҫилхеллӗ хура ӑйӑрччӗ, ҫирӗп ураллӑ та ҫивӗччӗ; чӑнах та, Электрик юртӑпа пынӑ чух вӑл сиккипе чупать, ҫапах эпӗ аттерен юлмастӑп. — Инсаров господин ҫамрӑк-и? — ыйтрӗ Зоя. Эх, вӑл ирӗклӗ пулсанчӗ! — Тата, пӑртак кӑнтӑрарах, Виарика перевалӗ? — Мӗн савӑнасси пур? Кашни ҫулҫӳрекен унӑн мӗскӗн пӳртне кӗрсессӗн, ун ҫине тӑшман ҫине пӑхнӑ пек пӑхать; юрать вӑл чӗнмен хӑнаран часах хӑтӑлма май тупма пултарсан, анчах та ҫав вӑхӑтра унӑн лашасем пулмасассӑн?.. Вӑл капӑрланса ҫӳреме юратмасть; яланах килте тӗртсе тунӑ хура тӑларан ҫӗлетнӗ сӑхманпа ҫӳрет, тӗрлӗ тӗслӗ ҫӑм ҫипрен тӗртнӗ пиҫиххи ҫыхса ярать, урӑхла тумланнине ӑна никам та, ниҫта та курман; майра патшана Крыма ӑсатнӑ чух ҫеҫ вӑл козаксем тӑхӑнса ҫӳрекен кӑн-кӑвак сӑхманпа пулнӑ. Сентябрӗн 26-мӗшӗ Паян мана приемнӑя чӗнсе илчӗҫ. — Эпӗ ҫуралнӑранпа та никама та, нимӗншӗн те ӳпкелемен… ӗненместӗр-и эсир? Маншӑн пӗтем тӗнчипе те унтан ытларах тӗлӗнтерекен япала тупӑнассӑн туйӑнмасть. Арина Власьевна тумланма ӗлкӗрнӗ; пурҫӑн лентӑллӑ ҫӳллӗ чепецпа сенкер шаль тутӑрӗ ҫыхнӑ. Ах, тӑшман ҫурисем! — тесе кӑшкӑратчӗ пире. Барабансем кӗрлесе кайрӗҫ. Ҫак пӳлӗме кӗрсен, ҫурта тытакансем капӑрлӑха юратнине ҫавӑнтах туйса илетӗн. — Мана пӗр япала кӑна кирлӗ, йӑмӑкӑм, — тавӑрчӗ хӗрӳллӗн энтомолог. — Пӗр япала кӑна: хамӑн коллекцие сайра тӗл пулакан пӗр-пӗр экземплярпа пуянлатасчӗ. — Ун пек кирлӗ-кирлӗ марсем шухӑшласа кӑларса, вӑя сая яма кирлӗ-ши вара? — ыйтрӗ Джемма. — Ах турӑ! — терӗ вӑл аран илтӗнмелле. Яшенька! — тени ҫеҫ илтӗнсе тӑратчӗ. — Юн хапсӑнакан мар, — ҫук!— ҫивӗччӗн хирӗҫлерӗ Шурочка, — Хӗрхенекен эпӗ. Интересно, тӑванӑм, питӗ интересно. — Вырт! — тесе кӑшкӑрнӑ вӑл хӑй каланине пит лайӑх ӑнланакан тӑватӑ ураллӑ юлташне. Ҫак пурте мана хыттӑнах тӗлӗнтерсе ячӗ, эпӗ хӑранине те ирттерсе ячӗ. — Казондери пасарта Лунга патша — кӗтнӗ хӑна! — калаҫрӗ Алвиш. Ҫав кунхине тыткӑна илнӗ нимӗҫсене Мускав урлӑ ирттерсе ячӗҫ. Лешӗ ун ҫине айӑплӑ куҫсемпе пӑхса ларнӑ, именчӗклӗн кулкаланӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн чӗринче кӑмӑлӗ ыйтнине ҫирӗппӗн пурнӑҫлакан чӗрӗ старике хисеплес туйӑм аталансах пынӑ… — Нагульнов пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме тытӑнчӗ, пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ, хуллен кӑна, ытарлӑн, йӑл кулса илчӗ. Вӑл хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос сӑнӗ умне чӗркуҫленсе тӑчӗ. — Ну, вот… каҫ пулсан, эпӗ ӑна илсе килеп… Халӗ ҫыр: пӗр тенкӗ укҫине эпӗ илтӗм, анчах вӑл кирлӗ мар, тав тӑватӑп. Апла пулин те вӗсем иккӗш те ҫав-ҫавах шӑппӑн пӑшӑлтатса калаҫрӗҫ, ҫак йывӑр, ҫӑп-ҫӑра тӗттӗмре илтӗнекен пусӑрӑнчӑк, татӑк-кӗсекле сӑмахсенче пурпӗрех хӑравҫӑлӑх, именӗҫлӗх те вӑрттӑн йӑпшӑнчӑклӑх туйӑмӗ нумайччӗ. Тавлашу тесен тавлашу пулмарӗ ку, Паганелӗн ҫак сӑмахӗсемпе калаҫу та пӗтрӗ. Тавлашӑва хутшӑннисем пурте пӗр шухӑша тытса лӑпланчӗҫ. — Майӑн пӗрремӗш тӗлне пулать пуль, — каласа хучӗ Ганчо. — Утаҫҫӗ тӗнчере ачасем, — шухӑшларӗ амӑшӗ, хулари каҫхи пурнӑҫӑн хӑнӑхман сассине итлесе. Вимерра шывӗн хӗрринче Айртонпа тимӗрҫӗ пӗр-ик хутчен вӑрттӑн пӑхкаласа илни, Айртон хуть хӑҫан та хуласемпе ялсене кӗмесӗр иртсе каясшӑн тӑрӑшни, вӑл «Дункана» Мельбурнран часрах чӗнсе илме ӑшаланни, ун аллине панӑ выльӑхсем тем мурӗшӗн вилсе пӗтни, юлашкинчен, унӑн кашни хӑтланӑвӗсемпе сӑмахӗсенчи темӗнле суялӑх пурри — ҫаксем пурте ӑна майор умӗнче шанӑҫсӑра кӑларнӑ. Вӑл мӗн каласшӑн пулнине, унӑн юнӗ мӗншӗн манӑннинчен тасарах иккенне эпӗ пӗлейместӗп. Колоннӑра пулнӑ ҫынсене нумайӑшне пӗлнӗ вӑл. Вӑт калаҫ вара эсӗ ҫав упи-супипе. — Ну, — тенӗ Кольхаун та хӑй сӑмахӗсен ним усси те пулманнине кура кӑмӑлӗ хуҫӑлнипе, — халӗ ӗнтӗ эсӗ ӑнланма кирлӗ пек туйӑнать… Манӑн хушамат — Гобун. Чӑн та, вӑл пӗчӗккӗн ураланса пынӑ, анчах хӑйӗн продукцине вӑрҫӑчченхи виҫене ҫитересси унӑн чылай инҫе пулнӑ. Лавкка урайне шыв сапса тухнӑ; шывне, ахӑртнех, ирӗклӗн шухӑшлакан пысӑк фантазиллӗ ҫын сапнӑ пулас, мӗншӗн тесен тем тӗрлӗ те тӗрлесе пӗтернӗ. Кам-тӑр ҫурма сасӑпа асӑрхаттарать: «Господасем, хывсамӑр ҫӗлӗкӗрсене!» Башньӑн аялти хучӗ тӗлӗнче ҫӗр тӗпӗнче пулнӑ тӗттӗм тӗрме пӳлӗмне васкаса уҫрӗҫ, ӑна Симурден хӑй ҫирӗп сӑнаса тӑчӗ. Вӑл Тихона Носков ҫинчен акӑ мӗншӗн каласа пама шут турӗ: ҫав ҫын ҫинчен унӑн кама та пулин каласа памаллах пулнӑ; ун пирки шухӑшлани Якова таврара пулса иртекен ытти пур ӗҫсенчен те ытларах асаплантарнӑ. Эсир хӑвӑрӑнне ҫисе пӗтернӗ ӗнтӗ… Вӗсем уйрӑм кайӑксене паллама та пуҫларӗҫ, хӑшне-пӗрне ятсем те пачӗҫ. Анчах Чрезвычайнӑй комисси ҫак пулас восстание йӗрлесе тупрӗ халӗ ӗнтӗ эпир пӗтӗм партипе комсомол организацисене пӑшал тыттартӑмӑр. Ҫакӑн ҫинчен килте ларакан тусӑма каласа кӑтартсан, вӑл шалт тӗлӗнсе кайӗ ӗнтӗ». Ҫула тухнӑранпа ҫулталӑк ҫурӑ та иртрӗ, тет. Ҫулҫӳревҫӗ шутласа пынӑ тӑрӑх, вӗсем халь лешӗнпе иккӗш Ҫӗр ҫинче шӑпах пӗрне-пӗри пуҫхӗрлӗ тӑмалла. Никам та палласшӑн пулман ӑна. Егор хӑйлатса кулса ячӗ. Тӳсни мӗн усӑ парать мана? Зеб Фелима ҫывӑрма хушнӑ, хӑй чирлӗ ҫын умне юлнӑ. Анчах та эпӗ маларах ҫырса хӑварнӑ ҫирӗм-вӑтӑр йӗркене ҫеҫ пӗр сӑмах сиктерми асӑмра тытса юлтӑм. Мӗншӗн Макар ку ӗҫе ҫӑмӑл турӗ, манӑн вара питӗ йывӑрпа пулать? Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те, пуҫӗпе кӑмӑлсӑррӑн сулкаласа, тӗлӗнмелле сасӑпа хушса хучӗ: — Вилнӗ ҫынсене кансӗрлеҫҫӗ, чунӗ тухнисене вӑратаҫҫӗ! — Кӗрсе ларчӗ те, мӑкӑль, чи малтан кашӑкӗпе кармашма пуҫларӗ! — терӗ вӑл, Емельян ҫине хаяррӑн пӑхса. Ҫапах та, часах ватӑ сунарҫӑ ҫывӑрманни паллӑ пулнӑ. Ачасемпе пысӑккисен ушкӑнӗ сапаланса кайрӗ, ҫынсем подвал чӳречисене кӗрсе ҫухалчӗҫ, ҫавӑнтах ҫутӑ йӗр хӑваракан пульӑсем площадь ҫине веер пек тӑкӑнчӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен пилӗк сехет ҫитерехпе экспедици Лоха хулинчен инҫех те мар пӗр тарӑн мар сӑрт хушшинче чарӑнчӗ. Столовӑйран ҫав вӑхӑтра, аякри пытару юррине аса илтерсе, стена чарнипе ҫемҫелнӗ, пусӑрӑннӑ, ҫавна пулах хурлӑн янракан чиркӳ кӗввисем тикӗссӗн те килӗшӳллӗн илтӗнсе тӑчӗҫ. Вӑл большевик! Кунсӑр пуҫне тата ман ҫинчен: вӑл тӗрӗс судран тарнӑ, икӗ сехетрен каялла таврӑнмасан, мана нардакран кӑларса пӑрахса сутӑнчӑк ҫын вырӑнне шутласси ҫинчен пӗлтермелле пулнӑ. Юлашкинчен эпӗ его величествӑран, хама хӳтӗлесе пураннӑ Лаггнегг корольне хисеплесе, хамӑн тӑван ҫӗршыв ҫыннисене хӗресе пусса тӑма хушнӑ пек ан хушчӑр, урӑхла каласан, хама ҫак йӑларан хӑтарччӑр тесе ыйтрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ кунта суту-илӳ тӑвас тӗлӗшпе мар, инкеке пула ҫеҫ лекнӗ, терӗм. 1889 ҫулта Римра аслӑ ученӑй вилнӗ площадьре Джордано Брунона сума-суса палӑк лартнӑ. — Ак мыскара! — тесе кӑшкӑрса ячӗ, тет, ҫулҫӳревҫӗ. Ҫыртса ямалли те гастрономиллескерех тупӑнчӗ манӑн: халь ҫеҫ уҫланӑ вӗр-ҫӗнӗ ҫупа пӑтратса хутӑштарнӑ ҫамрӑк редис. Мана ҫапла туйӑнать: манӑн ҫавнашкал туртӑм пурри эпӗ хама чӑннипе епле пулнӑ пек мар, пачах урӑхла йышши ҫын пек кӑтартма тӑрӑшнӑран, тытмалла мар суяссин пурнӑҫа кӗми ӗмӗтне парӑннӑран килнӗ, ахӑр. — Ну, ну! Янахӗсене хытарса лартса, аслӑ Артамонов, ним хирӗҫмесӗрех, шӑллӗ хыҫҫӑн парикмахер патне кайрӗ, — Алексей унта пиччӗшӗн сухалӗпе ҫӳҫне мӗн чухлӗ касмаллине тӗп-тӗрӗс ӑнлантарса тӑчӗ; атӑ-пушмак магазинӗнче вӑл Петр валли атӑ хӑй суйласа илчӗ. Тепӗр кунхине кӑшт ҫута килсенех Айртон вӑкӑрӗсене кӳлсе тӑратрӗ. Токарев ӑна пӳлчӗ: — Куна эпир паҫӑрах илтрӗмӗр, — терӗ слесарь тӑрӑхласа, ҫав хушӑрах кукша пуҫ ҫине сиввӗн пӑхса. Анчах эпир виҫсӗмӗр — Кострома, Чурка тата эпӗ — хамӑр пит хӗрсе кайса выляттӑмӑр пулсан та, ҫапах хӑшӗ те пулин мухтанмашкӑн уксах хӗр патне чупа-чупа пыраттӑмӑр. Такши пӑшал ярса тытнӑ та темӗнле ҫемҫескере штыкпа чикнӗ. Ҫапла майпа эпир французсемпе тавлашатпӑр. Пӗрре ярса пусрӑм. — А, Федя! Иккӗшӗ те ача-пӑча ҫырӑвӗсем пек ҫеҫ, тытса чарни те ӑнсӑртран пулнӑ-и, тен. Анчах пирӗн тимсӗр пулмалла мар. Анчах мӗн тума? Кипкепе чӗркесе ҫыхнӑ ачана пӗр хӗрарӑм ӑна илсе панӑ. Старик ачана илнӗ те унӑн пӗчӗк ҫаврашка пичӗ ҫине чылайччен пӑхса тӑнӑ. Ҫемьере ертсе пыраканни, асли арҫын пултӑр. Ӑна халӗ Ольӑна хӑваласа ҫитни пит те кирлӗ пек, ӑна ҫитнинчен пулас пурнӑҫри нумай ырлӑхсем килмелле пек, халӗ ҫакӑнта, чечекленекен тутлӑ шӑршсемпе ӳсӗртсе яракан ҫаран ҫинче халиччен калама хӑюллӑх ҫитереймен сӑмахсене пӗтӗмпех калас пек туйӑнчӗ. Эсӗ, гражданин, чухӑнсен класне намӑс ан кӑтарт, пухӑва тӳрех каласа пар, кам майлӑ тӑратӑн? Сакӑлта хӗрринче ҫӑмӑллӑн тусан тусса тӑрать. Урапа айне выртмаллаччӗ, анчах ҫак турӑ куҫӗ мана унта та шыраса тупатчӗ, пушӑ ҫеҫен хирте унран шуйттан та тарса пытанас ҫук!» — шухӑшларӗ вӑл, тарӑхса кайса. Лашасене пӗр пилӗк хут улӑштарнӑ. Ҫывӑрса каятӑн та, сан пата хура ҫӗлен шуса пырать, пӗр-пӗр ҫавӑн пек ҫӗртен сӑхать те, вара авлану пӗтрӗ санӑн! — Павела калас пулать. Иккӗмӗш йытти те икӗ михӗ тата темиҫе утиял йӑтса пынӑ; кунсӑр пуҫне тюк ҫумне Гудзон заливӗ патӗнчи суту-илӳ компанинче илнӗ пӗчӗк пӑхӑр котелок ҫыхнӑ пулнӑ. Нептуна уҫнӑ хыҫҫӑн Ҫӗр ҫинче ҫӗр ҫул та ытла иртрӗ, анчах вӑл ҫак вӑхӑтра Хӗвел тавра пӗрре ҫаврӑнса килме те ӗлкӗреймен-ха. — Нимӗн те, Уэлдон миссис, нимӗн те… Кӑшт усӑлчӗ-ха инҫет — ҫил вӑйланать те тӗтрене сирсе ярать ак. Вӗсем, ҫурма ӳсӗрскерсем, хулпуҫҫийӗсемпе пӗр-пӗрне тӗртӗнсех тӑраҫҫӗ, пӗри — темӗн пысӑкӑш, сӗлӗ миххи пек тӳрккес кӗлеткеллӗ, унан куҫхаршисем айӗнчи хӗрлӗ те ансӑр шӑтӑксенчен ӳсӗр савӑнӑҫӑн куҫҫулӗсем пӗр чарӑнми юхаҫҫӗ; тепри — халех сиксе ӳкме хатӗрленнӗ пек, пур шӑнӑрсене те хытарса, вӑрӑм аллисене хускаткаласа, хӑйӗн пӗҫҫисене шӑлкаласа тӑрать, куҫӗсем унӑн ӑсран кайнӑ ҫын куҫӗсем пек ялтӑраҫҫӗ. — Уэлдон миссис, — пӳлӗне-пӳлӗне калаҫа пуҫларӗ португал, — «Пилигрим» ҫинче тӳснӗ пӗтӗм мӑшкӑлшӑн эпӗ сире тавӑрма пултараттӑм ӗнтӗ. Корчагин вӑл уншӑн шикленнине пӗлет, анчах хӑйӗншӗн хаклӑ хӗре ырӑ мар пулассинчен хӑрани чарать ӑна. Ҫӗр калӑпӑшӗнче ҫавӑн евӗр кубла километрсем пин миллиард ытла шутланаҫҫӗ. Кӑлӑхах ҫӳрерӗ Берсенев пӗр пылчӑклӑ крыльца патӗнчен теприн патне, кӑлӑхах ыйтрӗ дворниксенчен е «камран та пулсан». — Каллех суятӑн-ҫке! — халӑх хушшипе иртнӗ ҫӗртех хӑйне хӳтӗлеме тӑрать Аркашка. — Мӗншӗн ӗненес-ха вӗсене? Пур-ҫук шухӑшсем патне туртӑнни ман ӑс-хакӑла калама ҫук ҫивӗчлетсе ячӗ те, эпӗ час-часах, чи ансат япаласем ҫинчен, шухӑшлама пуҫласан та, хам шухӑшсене тишкӗрессин вӗҫне-хӗрне ниепле те тухаймастӑп, хама мӗн интереслентерни ҫинчен мар ӗнтӗ, хам мӗн ҫинчен шухӑшлани пирки шутлама пикенетӗп. — Офицерсем ӑҫта кайса ҫухалчӗҫ-ха тата? Акӑ хулана негрсен оркестрӗ килсе ҫитрӗ те пурне те пӑлхатса, хавхалантарса ячӗ. Ӑна пӑхмашкӑн юлма кирлӗ мар, — вӑл пит хытах чирлӗ мар, вилме шухӑшламасть. Урата ҫинче, Кононова хирӗҫ, пӗр танлӗрех пичке кивӗ эрех, юриех Польшӑран кӳртернӗскер, ларнӑ; кӗмӗлпе харталанӑ тем пысӑкӑш рак хуранӗнче устрицӑсем выртнӑ. Тӗрлӗрен ҫимӗҫсем хушшинче темӗнле паштет, башня евӗр тунӑскер, тӗрлӗ тӗспеле пуринчен ҫӳлерех ҫӗкленсе тӑнӑ. Телее, вӑл шикленни кӑлӑхах пулчӗ. Эсир кулатӑр-и вара? Ҫиллӗме шӑнараймасӑр чӗтренсе илтӗм эпӗ. — Эсӗ апла авланнӑ иккен! — терӗм эпӗ Швабрина, ӑна туртса ҫурас патне ҫитсе. — Чупаканни, — персе ячӗ ӑна хирӗҫ Стручков. Нимӗнле ӗҫ те ҫук унӑн Полозовпа та, ун арӑмӗпе те; мӗншӗн кӗреҫҫӗ-ха ҫак ыйтусем Санин пуҫне?! Эпӗ унтан пытанасшӑн пулмарӑм, мӗншӗн тесен эпӗ хама хам айӑплӑ шутларӑм. Чалӑшшӑн лартнӑ тӗкӗр ҫинче инструктор ҫӗнӗ курсант сӑнне курса пычӗ. Сирӗн карап Боливи ҫыранӗ хӗрринче арканнӑ. Кӗтмен ҫӗртен Василий килсе кӗрет те, Машӑна курсан, ҫапла калать: «Пӗтрӗ пуҫӑм!» Пурне те тройка кӳлсе янӑ тарантас ҫинче ларса пынӑ пек туйӑнать: урнӑ пек ӗрӗхсе кайнӑ утсем, ҫӑварлӑхӗсене ҫыртса лартса, тарантаса пӗр вӗҫӗмсӗр таҫта, лакӑм-лӗкӗмсенче сиктере-сиктере, ҫӗр тӗттӗмлӗхне ӗрӗхтерсе кайнӑ пек; кивӗрех тарантас, юлашки хут шартлатса илсе, халь-халь арканса каяссӑн туйӑнать… Эпӗ шухӑш шухӑшлама та пӗлместӗп… кӑмӑл таврӑнать… пӗри ҫапла калать, тепри — капла… Ку пӗрре. Ӗлӗкхи паллинех хӑварчӗ. Пӗлӗт ҫинчи вӑйсем! — тет вӑл, тӗлӗнсе кайнӑ пек пулса. — Ку ҫын ӳчӗ пулӗ… Ҫитменнине тата вилӗ ҫын ӳчӗ пулӗ, тетӗп эпӗ. Анчах мӗнле ҫапса хуҫрӗҫ мана! — Ҫичҫӗр вунӑ атмосфера пусарса тӑрсан, ҫапла пуласси паллах. — Катя валли мӗн-мӗн кӑна тумарӑн пулин те эпӗ сана ниепле те каҫарма пултараймастӑп. Вӑл ӳпкелешмерӗ, макӑрмарӗ, тарӑхмарӗ. — Мӗн эсир? — Халӗ тата, — терӗ Гленарван, — Гарри Грантӑн боцманӗ Австралине мӗн майпа ҫакланнине пӗлесчӗ манӑн. Вӑрахчен тӑнӑ шӑплӑхра тӗксӗм те ыйхӑлӑ ҫырмари шапасем тӗрлӗ саспа пӗр харӑс кӑшкӑрни, таҫта аякра, хутор хыҫӗнчи кивӗ ҫил арманӗ ҫинче пулӗ-ха, ҫерҫи тӑмани ухлатни, кантӑк умӗнче акаци тӗмӗсен симӗс чӑтлӑхӗнче ҫӗрлехи шӑрчӑксем чӗриклетни илтӗнчӗ. — Ӑҫта ямалла-ши ӑна пирӗн, Иван Андреевич, э? — Чӑнах! Асра тытмашкӑн-и? — Сывӑ пултӑр ӗҫхалӑхӗ! — кӑшкӑрчӗ Павел. — Апла эсир профессор пуласшӑн эппин? — ыйтрӗ Елена Берсеневран. — Патаксемпе-и?! Ольховка ҫыннисем пушар патӗнчен таврӑнма тытӑнсан, Агеевна крыльца ҫине чупса тухрӗ те, хӑй патне пӗр виҫ-тӑватӑ хӗрарӑма чӗнсе кӗртсе, ӑнсӑртран нимӗҫсемпе калаҫса илни ҫинчен каласа пачӗ. (Павел шӑртланса кайнипе чӗтреме тытӑнчӗ.) Докуменчӗсене пурне те полевой сумкӑна чиксе хурсан. 1855 ҫулта татах Грегори тӑванӗсем килсе континентӑн ҫурҫӗрӗпе хӗвеланӑҫ хушшинчи ҫӗрне 1858 ҫулччен тӗпчесе ҫӳренӗ; Елена чӗтресе ӳкрӗ те тепӗр аллипе сирсе ярасшӑн пулчӗ, анчах Инсаров унӑн тепӗр аллине чуптума тытӑнчӗ. — Эсӗ, Макарушка, каллех ман ҫӑвара питӗретӗн апла? — макӑрнӑ пек сасӑпа каларӗ Ҫӑрттан мучи. Анчах тепӗр тӗрлӗ, фантазиллӗ пӑс та пулнӑ-мӗн, ҫавна пула эпӗ, тарласа чӑм шыва ӳксе, васкавлӑн хӑйӑлтатса сывлаттӑм. Власова питҫӑмарти ҫинчи куҫҫульне хӑвӑрт шӑлма тытӑнчӗ. — Е, ирӗке ярсан, мана хирӗҫ пымастӑп, тесе те пулин сӑмах паратӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Лапшинова, ҫӳллӗ, шӗвӗр сухаллӑ, шап-шурӑ старике, килӗнчен тухса кайма сӗнсен, пӳрте кӗпӗрленсе тулнӑ ҫынсен ушкӑнӗнче пӑшӑлтатнисем, шӑппӑн калаҫкаланисем илтӗнсе кайрӗҫ. Маларах вӑл ирӗклӗх хакне пӗлсех те пӗтерейменччӗ пулас, халь вара, акӑ, кӑмӑл туртнӑ ҫӗре ытахаллӗн ҫех кайма, кирек мӗнле тӑкӑрлӑка та пӑрӑнма, площаде тухма, чиркӗве кӗме, ҫакна тата ним хӑрами, кайран мӗн пулассине пач шутламасӑр тума май пурринче питех те нумай телей упранса тӑма пултарнинчен хӑй те тӗлӗнчӗ. Мӗнле телейсӗр ҫын-ха эпӗ? Вӑл хуҫана вӗрентни мана кӑмӑла каятчӗ: хутлансах ларса сӗтел ҫумӗнче тӑратчӗ те, типӗ чӗрнипе хулӑм хут ҫине шаккакаласа, лӑпкӑн ӑс парса тӑратчӗ: — Кунта стропилӑсене ҫыхӑнтарса хумалла. Гарриса аллинчен ярса тытрӗ те тимлӗн итле пуҫларӗ. Ку вӑл унӑн асӑнчен кайма пӗлмен идея пулнӑ. Анчах малтан Давидовӑн паспорт срокӗ тухнӑччӗ, унтан вӑл самайланчӗ, юлашкинчен тата:— Ҫапах, часах вилет! — терӗҫ. Пит асапланнӑ вӑхӑтра кирек кам та пур чӗлхесене те ӑнланать пулмалла. Урӑх нихӑҫан та пӗр-пӗринпе вӑрҫмастпӑр! — тесе кӑшкӑрнӑ та, ачасем каллех выляма пуҫланӑ. Яков Тарасович, Фомана пӳрнипе тӗке-тӗке, ҫав-ҫавах сӑмахланӑ: — Эп ӑна, тӑван ывӑлӑма, пӗлейместӗп-ха, — вӑл хӑйӗн чунне ман умра уҫса кӑтартман… Падре, мӗн пулчӗ сире? Апла пулсан та, вӑл тӑчӗ. Вӑл Лопуховсен килӗ еннелле кӑтартса коменданта темскер калать, — староста ӑҫта пурӑннине кӑтартать пулмалла. — Мӗн шут тытрӑн эсӗ? — ыйтрӗ амӑшӗ, каллех иккӗленме пуҫласа. Карап ӑшӗнчен салтаксем сике-сике тухаҫҫӗ. Кӗскен каласан, ҫакӑ ҫеҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, ку мӑйракаллӑ шуйттанпа пирӗн ӗҫ ыррӑн пӗтес ҫук, ҫак килте виле пулатех… — Стайка-и? Эрнекун, июнӗн 5-мӗшӗ. Аллисемпе ярса тытнипе кинжал ун аллисене те касса ячӗ, анчах вӑл ӑна чарса лартаймарӗ. Ҫакӑн пек ӗҫсемшӗн хӑлха чикки парас пулать! — теҫҫӗ. Робеспьер хӑйӗн сивӗ аллине унӑн хытӑ чӑмӑртанӑ вӗри алли ҫине хучӗ. Ирхине, тул ҫутӑлас умӗн, эпӗ хирсене кайса, унтан арбуз е дыня, кавӑн е ҫамрӑк кукуруза е тата мӗн те пулин урӑххи кивҫенле илсе килеттӗм. Ну ме — туртса яр та вӗҫтер… Тен, пурнӑҫ шӑпи пӳрсен, лилипутсем вӗсем манран мӗн чухлӗ пӗчӗк, вӗсенчен ҫавӑн чухлӗ пӗчӗк ҫынсем те тӗл пулмалла пулӗ. Алӑка такам шаккарӗ. Кондратӑн ашшӗ, действительнӑй ҫар службинче чухне, хӑйӗн сотнипе фабрикантсен интересӗсене хӳтӗлесе, Иваново-Вознесенскри забастовка тӑвакан пир-авӑрҫӑсене саламатпа ҫунтарнӑ, хӗҫпе каса-каса пӑрахнӑ. — Эсир вара тӑвӑл хускаласса кӗтетӗр-им? — тесе ыйтрӗ Гленарван, янкӑр тӳпе ҫине пӑхса. Шатра чирӗ ҫӗнӗрен сарӑлса кайрӗ. Унтан аслӑ Артамонов ҫаврака сӗтел хушшинче ларчӗ, ун умӗнче пӗчӗк сӑмавар шӑхӑркаласа тӑчӗ, ӑна такамӑн курӑнман алли тӗртӗнсе тӑнӑ пек пуҫ тӗлӗнче лампа кӗленчи янӑракаларӗ. — Ну, тата! Вӑхӑт пӗр йӗрне те, пӗр паллӑна та хуратман! — Итлетӗп, капитан господин! — хавассӑн кӑшкӑрчӗ Лбов. — Ыйт-ха аннӳнтен, илтнӗ-и вӑл Кӑнтӑр Америкӑра тигрсем пур тенине? — Тӗрӗс, мана та, ман аннене те какай параҫҫӗ, — тенӗ вӑл — анчах какайӗ яланах тахҫанхискер те типсе кайни пулать, ҫитменнине тата ытти шӑмӑллине кӑна параҫҫӗ. Мана унӑн чее куҫӗсем ҫинче куҫҫулӗсем йӑлтӑртатнӑ пек туйӑнчӗ. — Мӗнле, амӑш, санӑн шкултах-и? — ыйтать килнӗскерӗ. Корзинка ӑшӗнче мӗн пуррине чирлӗ ҫын пит киленсе ҫиме пуҫланӑ пулин те, хӑй ӑшӗнче вӑл тата ытларах киленнӗ: унӑн шухӑшӗсем хӑйне шеллекен хӗр патнелле вӗҫнӗ. — Эсӗ пӗлетӗн-и, эпир ял валли хаҫат кӑларма тытӑнатпӑр. Коньяк тултарнӑ пичке те, сысна ашӗ те, сухари миххисем те малтанхи вырӑнтах тӑраҫҫӗ… — Кай турӑ пулӑшнипе! Кайри тенкелсем ҫинче эпӗ Верӑпа княгиня тарҫи-тӗрҫисене палларӑм. Халӗ ӗнтӗ, эсӗ хӑвӑн магазинна пыратӑн та, унта вӑрӑсем пуррине куратӑн, тейӗпӗр. Килӗшетӗн-и, эпӗ санӑн тутӑрупа пӗрле пӗтӗм хуйху-суйхуна илсе каям! Пит те интересленсе кайнӑскер, вӑл ҫав спектакль пӗтессине тӳсӗмлӗ кӗтсе тӑнӑ. Анчах та яла кайма икӗ ҫухрӑм… Ӑҫтан пӗлен, тен, ачасем улталанман та пулӗ? Валя вуларӗ те пиччӗшӗ ҫине аптӑраса пӑхрӗ. Ӗҫӗ ҫинчен те эсӗ пурне те пӗлместӗн. — Иван Павлыч, — тесе пуҫларӑм эпӗ хӑюсӑртарах сасӑпа, — эсир ҫапах та ӗнентерсех ан калӑр-ха, енчен сирӗн… «Сирӗн ӗнентерсех каламалли ҫук пулсан», тесшӗнччӗ эпӗ, анчах вӑл пӳлсе хучӗ мана. Чӑнах та, саспаллисем шупкаланса кайнӑ нимӗне те тӑман сӑрӑн питлӗ in guarto кивӗ кӗнекешӗн ҫав териех шавлани мӗнех кирлӗ вара? Михайла старик мунчи ун шӑмшакне ҫемҫетсе ячӗ те ӑна ерипен хытса, сӳнсе пырассинчен хӑтарчӗ. Хырӑм выҫни ытла аптратмаллах сисӗнмест, анчах вӑл хӑй ҫав тери вӑйсӑрланса ҫитнине асӑрхарӗ. Вӑл ӳкерчӗксем пӑхса ларнине курсан, Николай кула-кула мӗнле те пулин лайӑх, тӗлӗнмелле япаласем ҫинчен каласа пачӗ. Фронтра акӑ ӗҫсем чӑнах та йывӑр пыраҫҫӗ. Эсир куратӑр: кунта юн ҫук, ҫавӑ вара пуля ӗнтӗ вилӗ ҫынна пырса лекнине кӑтартса парать. — Кунти, правленири, уборшица вӑл, тасалӑх кӳрсе тӑракан. — Эсир унӑн пуҫне касса татнӑ терӗр. Унтан вӑл мана тата ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтерчӗ. Хампа пӗрле килнӗ юлташсемпе эпӗ ҫак пӗчӗк утравӑн столици пулса тӑракан хулара пӗр ҫын патӗнче ҫӗр каҫрӑмӑр. Ку Паккард ятли пулчӗ. — Юрать, — терӗ профессор, каланине ҫырса: унтан темӗскер хӑвӑрт шутласа кӑларчӗ; ҫавӑнтан эпӗ хамӑр тухнӑранпа виҫҫӗр хӗрӗх километр кайни ҫинчен пӗлтӗм. Хӑй патӗнче ӗҫлесе тӑмашкӑн вӑл хура халӑх хӗрӗсене, ҫап-ҫамрӑккисене, чылай чухне пӗве те ларса ҫитменскерсене, илӗрте-илӗрте кӗртет те пӗрер уйӑхран вӗсене, укҫапа хӑйне евӗр тулӑххӑн сӑйласа, килӗсене ӑсататчӗ, ҫакӑ вара унпа ниепле тавҫӑрса, ӑнкарса илме ҫукла тӗрӗслӗпе ҫултан-ҫулах питӗ шеппӗн майлашӑнса пыратчӗ. Вӗсем ҫемҫе те хӑмӑр-хура бархат пек тинӗс ҫинче илемлӗн выляса тӑнӑ. Хӗрарӑма ҫак тӗттӗм пӳлӗм ачашшӑн ыталаса тӑчӗ, вӑл унӑн чӗрине хӑй пӗлмен ҫынсене юратнӑ туйӑмпа ӑшӑтрӗ, ҫав ҫынсем унӑн шухӑшӗнче пӗрлешсе пӗр питӗ пысӑк, иксӗлми хӑватлӑ вӑйпа тулнӑ ҫын пулса тӑчӗҫ. Вӑл, ҫав ҫын, ҫӗр ҫийӗпе ывӑна пӗлмесӗр утать, ӗҫе юратакан аллисемпе ҫӗрӗн пичӗ ҫинчен ӗмӗрхи суялӑх пӑнтӑхне тасатать, ҫынсен куҫӗ умне пурнӑҫӑн тӳрӗ те уҫӑмлӑ чӑнлӑхне кӑларса тӑратать. Итленӗ-итленӗ те Слива, сасартӑк:— 3ахарчук! — кӑшкӑрнӑ тиншӗкне. — Х-хӑвса яр ҫак к-кайӑка ч-чулпалан. Эсӗ лассо сарса хума ӗлкӗриччен пирвайхи ҫӗленӗ хӳшӗрех пулнӑ пулӗ ӗнтӗ. Хам килтен аякка ниҫта та каймастӑп. Республиканецсен пӗлтерӗвӗ (эсир кунта пулнине эпир ҫавӑн тӑрӑх пӗлтӗмӗр) мӗнпур таврана ура ҫине тӑратрӗ. Пурте короле хӳтӗлеме ҫӗкленчӗҫ. — Ун пирки дискусси туса тӑмалли те ҫук. — Шел, — терем эпӗ. Вӑл выльӑхсем апат-мӗн тиркесе тӑрасси ҫук, кунне пӗрререн ытла ӗҫмеҫҫӗ, сакӑр сехет хушшинче вунӑ льене ҫӑп-ҫӑмӑлах каяҫҫӗ, вунтӑватӑ арроб йывӑрӑшне ирӗккӗнех йӑтса пыраҫҫӗ. — Пултараймарӑм. — Ҫук, ку ыйтӑва правленире лартатпӑр. Ачасене хӑтарӑр е мана вӗлерӗр!.. Манӑн вӑй пулнӑ… Ҫавӑнпа эпир каялла хӑпартӑмӑр. Эпӗ хуллен кӑна утатӑп: мана кичем… — Ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ха ҫав ача? — тесе тӑваттӑмӗш хутчен ыйтнӑ ӗнтӗ ашшӗ. Шалт тӗлӗнсе, чарӑнса тӑчӗ ҫӗтсе-ҫухалса кайнӑ Ромашов. Юлашкинчен мазурка янраса кайрӗ; эпир княжнапа пӗрле лараттӑмӑр. «Акӑ кам ман хуҫам, акӑ кам ман патшам, юратнӑскерӗм манӑн!» — терӗм вара эпӗ хама. Санӑн хӑвна саккун, унӑн хӑйне саккун. Шыв леш енче малта питӗ пысӑк ту капмарланса ҫӗкленет, ун ҫине ҫуртсемпе чиркӳсем йӑвӑ ларса тухнӑ; ту хӗрринче тавар вакунӗсем ҫумӗпе локомотив пырать… — Анчах ан шарла, илтрӗн-и? Уэлдон миссиспа та ҫавӑн пекех пулчӗ. Илсе каятӑп та — пӗтрӗ те! Тӑватӑ юланут Ҫак ирхине Индж фортӗнчен майор ертсе пыракан пӗр ушкӑн юланут ҫеҫ тухса кайман. Стручков майорӑн чаплӑ ӗҫӗ ҫинчен кӗҫех радиопа «Юлашки хыпарсен» уйрӑм кӑларӑмӗпе пӗлтернӗ. Вӑл пирӗшти пек ырӑ чунлине хӑвӑрах пӗлетӗр — ӑна вӑл пур тӗлӗшпе те ӗненет. — Пар пӗтӗмпех. Мария Гавриловна пуян хӗр шутӗнче тӑнӑ, ҫавӑнпа та ӑна нумайӑшӗ качча илесшӗн пулнӑ, е хӑйсен ывӑлӗсене илсе пама ӗмӗтленнӗ. Паян эп хамӑрӑннисене каларӑм: районран телеграмма килнӗ, питӗ те секретлӑ, конешнӑ, Германи буржуйӗсемпе вӑрҫӑ пуҫланать, часах пансемпе те пуҫланать, терӗм. Манӑн ҫакна калас тата, эсир мана тӳрех Максим Максимыч тесе чӗнӗр… мӗне кирлӗччӗ ӗнтӗ ҫакӑн пекех чыслӑ тумланса килмешкӗн? — Хӗвел виҫӗ хут тухса антӑр, тӑваттӑмӗш талӑкра вара авлан, эпӗ сана васкатмастӑп, — аван мар шӳтлесе каланине сирсе ярса, пӗр кулмасӑр тавӑрчӗ амӑшӗ. Ҫӗр ҫинче наянла канса выртакан халӑх хушшинче халлапа ҫапнисем тата сӑмахсемпе пӗркелешсе илнисем ҫав тери кулӑшла пулнӑ, вӗсем питех те хитрен те ӗнентерӳллӗн каласа панӑ, вӗсене итлесе ларнӑ чух сӑн-питрен улшӑнмасӑр тата кулса ямасӑр чӑтма запорожец пек чӑтӑмлӑ ҫын пулмалла пулнӑ, — кӑнтӑр Россия ҫынни хӑйӗн ытти тӑванӗсенчен шӑп ҫак енӗпе уйӑрӑлса тӑрать. Ҫаптарассине эпӗ вӑл каличченех пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа та хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗм. Акӑ вӑл ларать пуль карчӑк тутӑрӗпе пӗркенсе, шӑпӑрт ларать пуль, Ромашка ӑна тӑрӑхласа калаҫать пуль. Яш ачан тусӗнчен Морис сасартӑк ӑна вӗлерекенӗ пулса тӑнӑ тесе шутласан, ҫавӑ ытла та ӗненмелле мар пек туйӑннӑ. — Эпӗ йӑлтах мантӑм… Вӑл тек нимӗн те чӗнмерӗ, шӑппӑн кӑна хӑйӗн тусӗсем патнелле чакса кайрӗ, вара лешсем те ҫавӑн пек шӑппӑнах куҫран ҫухалчӗҫ те пыл шӑрши тата хӗрсе кайнӑ асфальт шӑрши кӗрекен вӗри сывлӑшра ирӗлсе кайнӑ пекех пулчӗҫ. — Вӑл сылтӑм ал лаппине кӑна вылянтарса, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн темиҫе ҫаврӑм турӗ, ҫавна май хӗҫ лапкӑшӗ ун пуҫӗ ҫийӗнче пӗр тӑтӑш ялтӑраса ҫуталакан ункӑ пулса тӑчӗ. Эпӗ Трухачевские хӑвалама тытӑнасшӑнччӗ, анчах арӑм еркӗнӗ хыҫҫӑн чӑлха вӗҫҫӗн чупма кулӑшлине туйса илтӗм, манӑн вара кулӑшла пулас килмен, манӑн хаяр, тискер пулас килнӗ. Нумай хӗрачасен хулпуҫҫине сиктеркелес йӑла пур, ҫак хусканупа вӗсем анса кайнӑ уҫӑ мӑйлӑ кӗпене хӑй вырӑнне улӑхтарасшӑн иккен. Асӑрханӑ эпӗ ӑна. Унсӑр пуҫне ҫакна астӑватӑп: ҫак хусканушӑн Мими яланах ҫиленетчӗ те: «C est un geste de femme de chambre», — тетчӗ. Вӑт ку ӗҫ, тетӗп. — Чипер кай, Александр Григорьев. Тавтапуҫ. «Гм… А эп ахаль гайдук ҫеҫ!» терӗ виҫе хут мӑйӑхлӑ ҫын, хавасланнӑ куҫӗсене вылятса. Тург башни пырса тӗртӗнекенӗн пӳрнине пӗҫертсе илет. Эпир, хамӑра мала яма, ырлӑх ыйтнӑ пекех ыйтатпӑр. — Мисс, питӗре хӑвӑртрах шӑлӑр та мана хамӑн мигренина парӑр-ха. Анчах, шӑллӑм, Аксель, эпӗ ӑна саншӑн сыхласа усрарӑм! —Василиса Егоровна, ампар уҫҫине пар-ха мана. Паянтан пуҫласа эпӗ хӗрарӑмсем ҫине пачах пӑхмастӑп. Пирӗн телее пулас, ҫанталӑкӗ питӗ лӑпкӑ тӑрать, кӳле ҫывӑрса кайнӑн туйӑнать. Пулма пултарать. Амӑшӗн аллисем чӗтресе илчӗҫ. Чунӑмри мӗнпур авӑрланӑва персе пӗтермен, кашни перӗве виҫшер пуса ятӑм… Конституци проектне буржуаллӑ критиклени Пӗр-ик сӑмах Конституци проектне буржуаллӑ критиклени ҫинчен. Тен, сутатӑр? — Ҫапла-а… — вӑраххӑн сасӑ пачӗ амӑшӗ. Пичче ҫӗр айӗнчи ҫӑлсенче шыв тупса тултарма шутланӑччӗ, анчах ку таранччен те пире ҫӑл таврашӗ тӗл пулмарӗ. Ҫулҫӳревҫӗсен вӑл та, ку та ҫук. Эппин, тул енче шыв тулсах пырать, ун пусӑмӗ те ӳсет. Вӑл хӑй тавра сырӑннӑ хӑнисемпе Тимошка тата йытӑ пӑхакансем хыҫҫӑн йытӑ витисем тӑрах уткаласа ҫӳрет, хӑш-пӗр витесем умӗнче чарӑнса тӑрать, е чирлӗ йыттисен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлет, е кӑтартусем парса вӑл-ку ҫинчен асӑрхаттарать, е тата палланӑ йытӑсене йӑхӑрса илсе, вӗсемпе ачашшӑн калаҫать. — Икӗ хутчен фашистсен концлагерӗнчен тарнӑ, — пӗлтерчӗ пурне те пӗлекен Цимбал. Хӗрача хыҫҫӑн пӗр вунвиҫҫелле ҫитнӗ хӑрах алӑсӑр ача ташласа пырать. Унтан вӑл савӑнӑҫлӑ хыпарпа Бекки патне епле таврӑнни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. — Франци принцӗ пулманнипе Бретань принцӗпе ҫырлахма тивет, — терӗ Буабертло. Халь ӗнтӗ амӑшӗ те, Митьӑна хӑй автансене юратнӑ пекех юратса пурӑннӑскер, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ: — Мӗн вара вӑл, ҫав териех килӗшӳсӗр пулса кайрӗ, жид ҫури пек! Халӗ ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫу хирӗнчен пӑрахса кайнӑшӑн питӗ ӳкӗнет, анчах вӑл, ҫапӑҫу хирӗ, хыҫала тӑрса юлчӗ. — Намӑс сана, Андрей Петрович, эпӗ шухӑшласа пӑхмасӑрах ухмахланнишӗн ӳпкелеме, эпӗ унсӑр та хытӑ ӳкӗнетӗп. — Пӗлетӗп. Вӑл юрланӑ чух мастерской ӑна хӑйӗн патши вырӑннех хуратчӗ; аллисене сарлакан сулласа тӑнисене астуса, пурте ун еннелле ҫавӑрӑнатчӗҫ; вӑл вӗҫме хатӗрленнӗ пекех аллисене суллакалатчӗ. Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ. Утнӑ май Марья Николаевна пӗрмаях Санин ҫине пӑха-пӑха илчӗ. Пӗлтерӗвӗ ҫине хулпуҫҫи урлӑ ҫӑк ҫакнӑ таркӑн негра ӳкернӗ, ун айне: «200 доллар парне» тесе ҫырнӑ. Павел Петровичпа вӑл текех тавлашмарӗ, мӗншӗн тесен лешӗ вӑл пур чухне хӑйне хӑй ытлашшиех аристократла тыткаларӗ, шухӑшӗсене сӑмахсемпе каличчен ытларах — сасӑсемпе кӑна пӗлтере пуҫларӗ. Рыбин Власова патне пырса ӑна хулпуҫҫипе тӗртрӗ те хуллен кӑна:— Ан вӗрилен, амӑшӗ… — терӗ. Инсаров ӑна ним калама та пӗлмерӗ. Малтанхи искусственнӑй спутниксем мӗнле вӗҫнӗ-ха? Пӑлхавҫӑсем пӑшалпа персе пӑрахнине курма пухӑнса тӑчӗҫ. Шывран сулахай енче ватӑ юман тӑрать, аҫа ҫапнине пула вӑл ҫурри хӑрнӑ. Ҫаксене йӑлтах каласа пар. Ваҫили Андрейч пӗр ҫирӗм хут тӑрса выртнӑ. Эсир Пӗрлешӳллӗ штатсенчи пехотӑн ҫутӑ кӑвак формине тӑхӑннӑ салтаксене, драгунсен кӑвак тӗслӗ, стрелоксен ҫутӑ симӗс тӗслӗ мундирӗсене курӑр. — Профессор хӑйӗн кушаланакан, хӗрлӗ, сулема ҫисе янӑ чӗрнеллӗ аллисене сӑтӑркаласа илчӗ. Вӑл ҫаплах, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑрах ҫенӗке кӗрсе ҫухалсан, Лозневой тата тепӗр хут, халӗ ӗнтӗ тем шухӑша кайнӑн:— Ҫапла, ҫивӗчскер!.. — терӗ. …Сарай хыҫӗнче, пахча кӗтессинче, талккӑшпех кӗрен тӗс ҫапнӑ лӑпсака пилеш айӗнче тин ҫеҫ алтнӑ шӑтӑк курӑнать, шӑтӑкпа юнашар — хура тӑпра купи. Вӑхӑт-вӑхӑт таҫта, чул ҫурӑкӗнче, йӗке-хӳре йӑпӑртатса ҫӳрени илтӗнчӗ е тата алчӑраса кайнӑ куҫ-пуҫлӑ Вланг ассӑн сывлани илтӗнсе тӑчӗ. — Ӳкеретӗн вӗт-ха эс ӑна! — кӑшкӑрса ячӗ Умрихин. Тепӗр хӗрача пулнӑ пулсан эпӗ ӑна тахҫанах вӑрмана сӗтӗрсе кайнӑ пулӑттӑм. Йӗри-тавра — чавклаттарса кавленӗ, тутасемпе чӑпӑлтатнӑ, пӑкӑльтаттарса эрех тултарнӑ, черккесем чӑнкӑртатнӑ. — Халӗ ман тумланмалла пулать, — терӗ те Кораблев «шкапа» кӗрсе кайрӗ, — сан пирки каласан халь, эс малтан хӑвна алла ил. Корпус командирӗ вара пӑлханма та пӑрахрӗ, хӑйӗн ҫивӗч, витерӳллӗ асӑрхаттарӑвӗсене те туми пулчӗ, лаши ҫинче кичем сӑнпала ним чӗнмесӗр, тӗршӗнсе-курпунланса кӑна ларчӗ. «Аслӑ Сталин сывӑ пултӑр!» — Чим-ха, — чарчӗ ӑна Давыдов. Арӑмӗ Огарнов арӑмӗн юбкипе, ҫара уран, хӑй — Огарновӑн параднӑй галифине тата унӑн килте ҫӳремелли тапочкисене тӑхӑнса янӑ, аллине тутӑхса кайнӑ штык ҫине кизил йывӑҫҫи тӑхӑнтарнӑ патакне тытнӑ. — Господа купецсем! — пуҫланӑ Маякин, куҫхӳрипе кулкаласа, — кӗнекеҫӗсен тата ученӑйсен чӗлхинче пӗр ют ҫӗршыв сӑмахӗ пур, — «культура», теҫҫӗ ӑна. — Нервсем… — уҫӑ мар сасӑпа, шалкӑм ҫапнӑ пек, темле селӗпрех каласа хучӗ вӑл, унӑн пичӗ, кулнӑ чухнехи евӗр, аяккинелле туртӑнса ларчӗ. Унӑн пуян ҫи-пуҫ та, хаклӑ чулсем те ҫук, никам та пӗлмест ӑна, анчах вӑл мана кӗтет, эпӗ шырасса шанать — эпӗ шыратӑпах, эпӗ унта кайса унпа пӗрле юлас тесен, унпа тӗттӗм садра, кашлакан йывӑҫсем айӗнче, шарлакан фонтан патӗнче юлас тесен — мана тытса чарма пултаракан нимӗнле хӑват та ҫук…» Зинаида калама чарӑнчӗ. «Мӗн вара? Вӑл мӑкӑртатса илчӗ, анраса кайса ункун пӑхрӗ, крават ҫинчен анчӗ. Банда, терӗ. — Тепӗр каласан тата: авалхи вӑхӑтра дворянсем капӑртарах пурӑннӑ. Тата акӑ мӗн тума пулать, ку вара лайӑхрах та пулӗ: имение сутас та илнӗ укҫана тупӑш паракан мӗнле те пулин урӑх предприятие хывас, сӑмахран, сирӗн кондитерскине лайӑхлатма. — Ку чӑнах та тӗлӗнмелле! — терӗ граф. Африка ҫыранӗ хӗрринче чура суттипе аппаланатӑн пулсан, хӑв вырӑну ҫинче чуну тухасси ҫинчен ан ӗмӗтлен. Ҫуркунне вӑл сасартӑк таҫта пӑрахса карӗ, пӗр виҫ-тӑват кунтан тата упӑшки те хваттерне улӑштарчӗ. Ромашов ӑна хирӗҫ тӑнӑччӗ те, куҫӗсене куҫлӑх витӗр чирлӗн хӗскелесе, унӑн пысӑк, ҫӳхе, тӗсне ҫухатнӑ та ҫилӗпе чалӑшса ларнӑ ҫӑварне пӑхнӑччӗ. Йӗрӗнчӗк усламҫӑ! Ҫил пире хӑваласа ҫитрӗ те малтан сулахай енчен, унтан умран, кайран, каллех сулахайран килсе ҫапрӗ, пире ҫав самантрах таҫта аяккинелле, каллех ҫил-тӑман ҫаврӑнса, юр ҫуса тӑракан ҫӗре илсе кайрӗ. Юрӗ вара, вӗтӗ те ҫирӗпскер, питрен киле-киле ҫапӑнчӗ ҫав тери хытӑ ыраттарчӗ, вӑл пӗтӗм тумтир ҫумне ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа ларчӗ. — Апла-и?.. — ыйтнӑ пекрех тӑсса каларӗ Гаврила. Вӑл ӑна айккинелле илсе кайрӗ те пашалу пачӗ. Хреснашшӗ ӑна ҫавӑнтах хул айӗнчен ярса тытнӑ, унтан, темӗнле азартпа хыттӑн юрласа, Фомана тупӑк патне терте пуҫланӑ. Тырра каялла тавӑрса парӑр! Гулящая пуҫарнипе хӗрарӑмсем сцена патнелле кӗпӗрленсе ҫывхара пуҫларӗҫ. — Халӗ эпӗ санпа тавлашма пултараймастӑп, — терӗ вӑл. Кукша пуҫӗ ҫине клобукне тӑхӑнман манах тата пӗчӗкрех, сарлакарах пулнӑ, унӑн пӑнтӑхса кайнӑ пичӗ ачанни пек туйӑннӑ; аллипе вӑл стакан тытнӑ, тенкел ҫинче, унпа юнашар, пӗр бутылка квас тӑнӑ. Вырӑна ҫитсен, халӑх ушкӑнӗ масар ҫине кӗпӗрленсе кӗчӗ. Пӳлӗм варринчи пӗчӗк сӗтел хушшинче виҫҫӗн ларнӑ: пӗри — илемлӗ, хурарах, кӑшт ҫӗкленерех тӑракан ҫӳхе туталлӑ, ҫӳҫне гимназисткӑлла вӗҫкӗнӗн тураса янӑ Лиза Сухарько: тепри — Павел палламан чӑсланкӑ, вежетальпе сӗрнӗрен ҫап-ҫутӑ ҫуталса тӑракан ҫӳҫлӗ, тип-тикӗс хура пиншак тӑхӑннӑ салху сӑнлӑ ҫамрӑк тата шукӑль гимназист куртки тӑхӑннӑ Виктор Лещинский. Вӗсем лайӑх пурӑнаҫҫӗ!» тет, — илтрӗ вӑл хӗр ӗсӗклесе макӑрнӑ хушӑра. Катя Моцартӑн сонэт-фантазине илчӗ. Ну, сире карцер кӑмӑла кайрӗ-и? чӑнах та вӑл хӑвӑр пичӳн хӑна пӳлӗмӗ пекех мар ӗнтӗ, анчах… — Ан калаҫнӑ пултӑр вӑл ачапа. Унта тата… — Ытларах калаҫ! — терӗ пӗрремӗшӗ, — пӗркун ав пӗр эсрелӗ ак ҫакӑнтах килсе ӳкрӗ, икӗ матрос урине татса кайрӗ, ан та калаҫ луччӗ. Анчах Мировольский ӑна: авиаци историйӗ нумай япаласене пӗлмен, ӑна ҫак вӑрҫӑра совет ҫыннисем нумай вӗрентрӗҫ, тесе хунӑ. Кайран эпӗ унпала хапха патӗнче сак ҫинче лартӑм, епле вӑл ҫав ӳсӗр ҫынсенчен хӑрамасть тесе ыйтрӑм. Ӑна курни мана тем пекех савӑнтарать; пӗр вӑхӑтра ҫак туйӑм нихҫанхинчен те вӑйлӑланса кайрӗ; ӑна виҫӗ е тӑватӑ кун хушши курмасан, эпӗ тунсӑхлама пуҫлатӑп, куҫҫуль тухмаллах ӑш вӑркама тытӑнать. Хӗвел аннӑ чух Давыдов сухалама ӳкнӗ пусӑ вӗҫӗнче вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те хӑмӑчӗсене хыврӗ. Пӗр сехете эпӗ ҫӗр туртӑмӗнчен тухма кӑларса хуратӑп. — Тепӗр хут перӗр! Дубков та теме пула пирӗн ушкӑна шӑпах юрӑхлӑччӗ тата ӑнланатчӗ, Дмитрий вара унран чылай ӑслӑ пулсан та, ку ӑнланӑва тӗшмӗртейместчӗ. Хупахри шӑв-шав, пӗр яртӑна пӗтӗҫсе, темӗнле капмар пысӑк выльӑх мӗкӗрнӗ пек янӑраса тӑчӗ; ҫӗр тӗрлӗ сасӑ кӑларма пултаракан выльӑх, шӑртланса, суккӑр пек асапланса, ҫак чул шӑтӑкран тухма тӑрӑшать пек, анчах ирӗке тухма ҫулне тупаймасть пек туйӑнать… Огнянов ҫав вӑхӑтра Петр Овчаровсем патне ҫитсе алӑкне шакканӑ. — Вӑйӗ те нумай, анчах сӗмсӗрлӗхе — ытларах. Чӗрӗп таврашӗ ирсӗр чӗрчун тенине пӑхмасӑрах, вӑл унӑн йӗплӗ тирне сӳсе пӑрахрӗ. Колонна яла ҫитсе кӗчӗ. Кӑнтӑрти Америка илсен, унӑн Гвианӗ, Фалькланд утравӗсем, Ҫӗнӗ Шотландин ҫӗрӗсем, Ямайко, Тринидад тата урӑххисем те — пурте Англи аллинче-и? — Час-часах. Нумай мар пулас? Пӗлетӗн-ҫке, манӑн кил-йыш пур, ача-пӑча пур. Кирила Петровичӑн ҫывӑх ҫынни, унӑн ӑс-пуҫне хӑй майлӑ ҫавӑрма пултарнӑ пулин те, вӑл улпутӑн тӑтӑшах улшӑнса тӑракан ытти хӗрарӑмӗсем пек пулман, хӑй влиянийепе вӑл нихҫан та улталама тӑрӑшман. Кирила Петрович хӑй те ӑна ыттисенчен ытларах юратнӑ пулас. Спутник мӗн чухлӗ ҫӳлерех хӑпарать, ҫавӑн чухлӗ нумайрах вӗҫет, мӗншӗн тесен ӑна ҫӳлерех хӑпарнӑҫемӗн сывлӑш сахалрах чӑрмантарать. Выльӑхсемшӗн пӗр-икӗ ҫӗленне персе пӑрахмаллах! — Анчах Сан-Фелисе асьенда Анд тӑвӗсен ку енче вырнаҫнӑ. Пӗр Богдан тӑрри ҫеҫ тӗтре айӗнче ҫаплах сиввӗн хаяррӑн курӑнса ларать. Унтан эпӗ куҫлӑха хыврӑм та, шыв чакасса пӗр сехете яхӑн кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн, пролив урлӑ карапсене хам хыҫран туртса ашса каҫрӑм, Лилипути императорӗн портне тӑшман карапӗсене чиперех ҫитертӗм. — Анчах ку ҫын Негоро мар пулсан, ӑҫта кайса кӗчӗ-ха вӑл? — ыйтрӗ Уэлдон миссис Дик ҫине пӗр вӑл кӑна ӑнланмалла хӑяккӑн пӑхса. «Эпӗ хам, — терӗ ман хуҫам, — ехусем йӑлтӑртатса тӑракан чула мӗншӗн ҫав тери юратнине ниепле те ӑнланаймастӑмччӗ. Сывлӑхӗ мӗнле? — Фелим, Фелим! Акӑ, эсир — пӗри те, тепри те — час-часах: «конечно», тетӗр, — ҫаврака сӑмах ӗнтӗ вӑл. Анчах та вӗҫӗ ҫук ун, ниме те пӗлтермест! Вӑл урӑх нимӗн те чӗнмерӗ, ҫаврӑнчӗ те лашине малалла уттарчӗ. Халӗ ак ҫапла тума шут тытни вара… Калаҫ, пӑх!» Ҫав тери хӑратӑп. Ҫав майлӑ шухӑшсем унӑн шикленсе тӑрас хӑватне йӑмтарнӑҫемӗн йӑмтарчӗҫ, шӑпана шанасси ытларах пула пуҫларӗ. Пӑчӑлӑхра урӑх пулас килмест. Пӗрер минут пек шарламан хыҫҫӑн вӑл ҫӳҫенсе илчӗ, лӑпкӑн каларӗ: — Сана та, ыттисене те шанатӑп, тата хама шаннӑ пекех шанатӑп сире. — Шӑла ҫапса катрӗҫ, акӑ! — ӑнлантарса пачӗ вӑл. Вӑл ҫав хӗрарӑма юратма кирлӗ — ӑна юратмасӑр тӳсме пулать-и вара? Кӑмака умӗнче, аллине ухват тытса, пергамент пек сарӑхнӑ карчӑк тем аппаланать. — Каҫарӑр, барыня! — тенӗ вӑл. — Мужик вӗт эпӗ. Ҫул тӑрӑшшӗне тата халтан кайнӑ лашасем майӗпен утнине хисепе илсен, ман шухӑшпа, вӗсем кунта ыран каҫпа ҫитеҫҫӗ. Вӗсем валли лайӑх вырӑн та тутлӑ апат хатӗрлер. — Ку ӗҫе ӑнланма йывӑр пире, Степан Петров! — терӗ Сизов. Ак курӑн-ха!..» Асаилӳсем те, карап хыҫҫӑн сӗтӗрӗнекен кӑпӑклӑ ҫул та, чарлансем пекех, пӗртте хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Анчах вӗсене хирӗҫ кӗрешетпӗр тесе калани — ҫителӗклӗ мар, хӑюллӑ мар тактика тытса пыма йывӑр. Вӑл ашшӗ-амӑшсем ачисемпе пӑшӑлтатса калаҫасран, вӗсене тӗрлӗ ачашлакан сӑмахсем каласран, вылямалли япаласемпе тутлӑ пылак ҫимӗҫ тата тӗрлӗ ҫавӑн пек япаласем парасран асӑрхать. Чӑнах та, ҫитсен тепӗр эрнерен вӗсем поляксен икӗ ҫемйипе паллашнӑччӗ, — пӗри вӗсенчен Силезиренччӗ, тепри — Познаньренччӗ, — анчах вӗсем хӑйсем те выҫса вилетчӗҫ. Юлашкинчен, тата критиксен тепӗр ушкӑнӗ. — Эсӗ куратӑн та пӗлетӗн, — терӗ Лось. — Эпӗ сана курмасан хавхана пула ухмаха еретӗп. — Ҫапла. — Эп ун ҫинчен пӗлмен те! — хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Правительство вӗсене хирӗҫ йышӑннӑ мелсем ҫителӗклӗ пулайман. Наталья, пӗтӗм чунтан парӑнса пӑшӑлтатса кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вырӑн ҫине выртрӗ те сывӑ ӳт-пӗвӗн ырӑ йӑлипе хӑйне упӑшкине сӗнчӗ, анчах Петр ҫывӑрнӑ пек пулчӗ. Вӑл тытӑнкӑллӑн ӗсӗклени кӑна илтӗнчӗ. Эсир ӑна, Елена Николаевна, хисепленӗ пулӑттӑрччӗ. Ах, вилнӗ ҫыншӑн хӳхлетсе сасӑпах йӗрсе яни Андрей хӑлхине кӗҫех ҫурса пӑрахмарӗ. Вӑл ахальтенех мар пек туйӑнать мана. Ҫиппе тирсе туртмаллине эпӗ ӑна хамах тукалатӑп-ха, ҫукалани те пулнӑ. Икӗ ҫын сторожӑн паҫӑрах сивӗннӗ виллине йӑтса пыраҫҫӗ. Ӑна ҫӗҫӗпе чӗринчен чиксе вӗлернӗ. Ха! Ливингстон ҫырса хунине аса илетӗп. «Ҫак мӗскӗнсем, — ҫырнӑ вӑл, — сасартӑк чӗре тӗлӗнче ыратни ҫинчен калама тытӑнаҫҫӗ. Вӗсем аллисемпе чӗре тӗлне ярса тытаҫҫӗ те ҫӗре тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ. Вара хӑвна куратӑн: эсӗ шӑлна йӗрнӗ те выртатӑн, — шӑнса хытнӑ, ҫул айккинчи тиев лавӗллӗ лаша пек. Огнянов хӑй мӗнрен тӗлӗннине игумена пӗлтерчӗ. Чулне-мӗнне ӑнсӑртран пуҫтарса хунӑ пуль унта, тесе лӑплантарасшӑн пулчӗ Натанаил. Ӑна Пеночкин пӳлчӗ: — Ну, юрӗ, юрӗ, Софрон, эсӗ манӑн шанчӑклӑ тарҫӑм пулнине пӗлетӗп. — Е эсӗ мана паллаймарӑн-и, Билли? Хӑвӑн карап ҫинчи авалхи юлташна та паллаймастӑн-и, Билли? — терӗ палламан ҫын. Анчах халь ку ниме те пӗлтермест ӗнтӗ, — хушса хучӗ вӑл хаваслӑн: пурте питӗ лайӑх пӗтрӗ, тата сире, сывах та аманманскере, курчӗ вӑл… — Ха! — Эпӗ ватӑ пулин те, мӗнле тинӗсӗн хӑравҫӑ пӑрушӗ пулса кӑтартрӑм акӑ! — терӗ вӑл юлашкинчен, куҫне шӑлса. — Синопа унпа ан выля, — тенӗ Пӗччен Бизон. Анголӑн кӑнтӑр енче ҫеҫ, Мосамодиш таврашӗнче, хура тавара чӑрмавсӑр тиеме май пур. — Кам пулатӑр эсир? — ыйтрӗ унран старик. Кунта та, хӑй пекех ҫӗршер ҫарамас кӗлеткесем хушшинче те, Челкаш хӑйӗн ҫеҫенхир хурчӑки евӗрлӗхӗпе, тискер вӑрӑнни пек типшӗмлӗхӗпе тата мӗнле те пулин тӗллесе утнипе, ҫиелтен пӑхсан, — лӑпкӑн та майӗпен пек, анчах та ӑшӗнчен — тискер кайӑк вӗҫнӗ пек ярӑнса та сӑнаса утнипе хӑй ҫине пурне те асӑрхаттарса пӑхтарнӑ. Хӑй тӑвӑр шӑтӑк витӗр епле тапаланса тухни ҫинчен, унтан Беккие пулӑшни ҫинчен каларӗ: хӑйсем ҫӗр ҫине ларса хӗпӗртенипе макӑрса яни ҫинчен те каларӗ. — Каларӗҫ вӗт, хамӑр халӑх унта лӑк-туллиех тесе. — Инкеҫӗм, эппин Аврам бая пӗр минутлӑха чӗнсе тух-ха. Кунашкал дуэль, господасем, ниме те тӑмасть. Пирӗн обществӑна вӑл нимӗнле ҫӗнетӳ те кӗртеймест. — Паллах, — асӑрхаттарчӗ Николай Петрович, — эсӗ кунта ҫуралнӑ, сана кунта пурте темӗнле раснах хаклӑ пек туйӑнмалла. Тен, туйӑнать кӑна, тӗлӗк ҫеҫ. Лайӑх ҫынччӗ вӑл, лӑпкӑ, ӑслӑ, анчах юрату тӗлӗшпе турӑ ӑна пултарулӑх паман пулнӑ… Акӑ — эпӗ ҫыру илтӗм. — Ярослав Бӑрзовегунек, Австри чехӗ, фотограф вӑл, Бяла Черквара пурӑнасшӑн. Ку чӗр чуна, паллах, ҫутҫанталӑка тӗпчесе вӗренекенсем осетр пулӑ ушкӑнӗ пулать тесе шутлаҫҫӗ, анчах вӑл осетртан нумай урӑхла. Мӗн вӑл? — терӗ леш шӑппӑн. Ӗлӗкхи прижим чухне Тубянскири пачӑшкӑ ӑна пӗрре причастисӗр те хӑварнӑччӗ. «Эсир, капитан Сильвер, типпе тӑрса юлтӑр, карап кайнӑ», терӗ вӑл. Турӑ ҫырлахтӑрах! Кайран эпир, паллах, комисси йӗркелесе ярӑпӑр… — Тӑхӑр е вунӑ сехетрен, манӑн шухӑшӑмпа — ҫакӑнтан ытла мар. Пӑрахут чарӑннӑ, ҫынсем пристань ҫине шыв хумӗ пек тапса тухнӑ. — Чӗререн тав тӑватӑп сире, сэр, — тесе ответлерӗ ӑна Сильвер, каллех честь парса. Вӑл — Лури. Пур ҫӗрте те — килте те, хӑнара та, — кирлӗ-кирлӗ мар сӑлтавпах, старикпе ҫамрӑксем хушшинче вӗҫӗмсӗр тавлашусем тухнӑ. — Воропаев — пуриншӗн те тӑрӑшакан этем. Вара вӑл ӑнланса илнӗ, хайхи, паҫӑртанпа ӑшчике касса тӑракан туйӑм, ӑрӑскал ҫине кӳренни иккен, ӑрӑскал унпа ҫакӑн пек вылянӑшӑн — кӳренни. — Хӗрӗхех кирлӗ мар! — терӗ Георгий, унпа килӗшмесӗр. Тен, пӗтӗмпех мар, анчах иртсе каять! Вӑл мӗн тунине пӗлме йывӑрах пулман: ҫав темӗскерле ҫын пуҫсӑр юланутӑн йӗрне шыранӑ. Ҫак ҫирӗп атмосфера пӗрре улшӑнсан, ҫаплах тӑрса юлмӗ-ши? Ҫав укҫана хӑюллӑнах мана тӳлӗр, эпӗ сире сӑмах паратӑп: манӑн хуҫа ӑна нихӑҫан та иккӗмӗш хут ыйтас ҫук. Пысӑк ватӑ чӗрӗп, хӗл каҫма чӑтлӑха кӗнӗ те, ӑшӑ пулмашкӑн кӗрхи тӑкӑннӑ ҫулҫӑсемпе чӗркенсе выртнӑ пулнӑ. Ӑнланатӑн-и? Ӑна итлесе, вӑл сӑмаха ҫирӗп тытма пӗлнинчен, ҫӗнӗ кӗрӳ ҫак териех ырӑ пулнинчен питӗ тӗлӗннӗ хурах, хӗре вара тӗрӗс-тӗкел кӑларсӑ янӑ кӑна мар, тӑпӑлтарса илнӗ хаклӑ япалисене те каялла тавӑрса панӑ. — Эсӗ хӑвна улталамастӑн-и? Эсӗ пӗлетӗн-и, санӑн аҫу-аннӳсем пире венчете тӑма нихҫан та ирӗк парас ҫуккине? Пӗр сас-чӑвӗ те пулмарӗ. Апла пулсан, Хӗвелӗн полюссем те, экватор та пулма кирлӗ. — Гриша та унта-и? — ыйтрӗ Анюта, аллипе кӑнтӑралла кӑтартса. Ҫырура каланӑ тӑрӑх, ватӑ сунарҫӑ вырӑна часрах ҫитес тесе, хӑй пултарнӑ таран васкаса кайнӑ. Вӑл кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтичченех кӗтме пултарать, унтан сире хутора илсе килӗ. Шӑлпа кӑшласа чавас ҫук-ҫке ҫӗре? — Вӑл маншӑн пулсан — питӗ кирлӗ! — шухӑшлӑн, шӑппӑн тӑснӑ вӑл сӑмахне. Французӗ хӗре пуҫ тайрӗ те: — Хама питех те лайӑх ҫын вырӑннех хисеплеттереймесен те, ӗҫпеле эпӗ вӗсен кӑмӑлне килессине шанатӑп, — терӗ. Эсир пӗлетӗр эп кам ҫинчен каланине. Пӗрре тата Терек тӑрӑх, ҫуначӗпе ҫунатне кашни иккӗ сулмассерен лектерсе, тӑмана вӗҫсе иртрӗ. Лавккара ларатчӗ, Булавка сутатчӗ. Вӑхӑт шунӑҫем шунӑ. — Ну… ҫакӑн пек тейӗпӗр: пӗр ҫын кимӗ ҫине ларса шыв тӑрӑх пырать… Хохол тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ, пуҫне вӑкӑр пек пӗшкӗртсе, аллисене хыҫалалла пӑчӑртаса тытса, ун ҫумӗпе кухньӑналла иртрӗ. Пирӗн умра тӗрлӗрен кӗлеткесемпе илемлетнӗ карап сӑмсисем е хыҫӗсем курӑнса тӑраҫҫӗ. Иван Павлычшӑн тесен шкул ҫаплах пынӑ иккен-ха. Игумен ӑна тинкерсе пӑхрӗ те сасартӑк темӗн сиссе илнӗ пек пулса хӑрарӗ. — Ҫук ӗнтӗ, лӑпланах, вӑл вилнӗ: эпӗ унӑн виллине хамӑн куҫӑмсемпех куртӑм, — тесе сасӑ пачӗ Морган. Вӑл нумай ҫирӗ, яланах, хӑйӗн ҫиесси килмен пулсан та, апат хушса пама ыйтрӗ. Пурӑнӑҫ патнелле, пурӑнӑҫ патнелле! «Килте». Эпӗ сӑнама ытти чухне тӑнӑ вырӑна пырасшӑнччӗ кӑна — мана яланах инкек кӳрекен Мими сасартӑк алӑк хыҫӗнче ман ҫине пырса тӑрӑнчӗ. Туфта, аллисемпе ишсе каяс пек хӑлаҫланчӗ те, сӑмаххисене хӗрӳлленсе ывӑта пуҫларӗ: — Ҫапла, группӑсем тума ирӗклӗх пулмаллах. Санпа хӗрсем интересленеҫҫӗ, а эсӗ кӗнеке ҫинче типсе ларатӑн. Хайхи, хуме ҫумне пӗшкӗнсе лартӑм та итлесе тӑратап, хам пӗр сӑмах та сиктересшӗн мар. — Тусен тӑрринчен пушарсем куртӑм эпӗ. Пӗр вӑхӑтрах ҫирӗм ҫӗрте ҫунатчӗ пуль, — терӗ Огнянов. («Пысӑках мар пӗве тусан шывӗ те хамӑнах пулать»). Сылтӑмра тата ҫурт умӗнче — виноград тӗмӗсем, сулахайра — шифер тӑм сӑрчӗсем. Эпӗ… — Ну, тар, пултаратӑн пулсан. — Хӑҫантанпа эсир ҫавнашкал вӑтанакан пултӑр? — кулса ыйтрӗ Риккардо. (Тӑвӑллӑн алӑ ҫупаҫҫӗ.) Разметнов хӑранипе айккинелле сиксе ӳкрӗ, кушак аҫи, тӑватӑ урине чармакласа, симӗс куҫне вылятса, мекӗрленсе ҫухӑрса, ун умӗпе вӗҫсе иртрӗ, унтан ҫӗр ҫине ҫемҫен пырса ӳкрӗ те, тем пысӑкӑш хӳрине тилӗ пек саркаласа, пӗтӗм вӑйпа пахчаналла сирпӗнчӗ. Николай Петрович ҫав минутра пусма айӗнче ларнине, ашкӑнчӑк Володя вырӑнӗнче хӑй пулассишӗн ҫут тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех пама хатӗррине пӗлмест-ха вӑл. — Пулаймарӑм-ха; эпӗ хӗрӗпе пӗр икӗ хутчен кӑна калаҫнӑ, унтан ытла та мар. Вӑл ури ҫине сиксе тӑчӗ, карҫинкка хӗрри урлӑ паттӑррӑн ярса чупрӗ, тирӗкпе яшка ларнине курсан, васкавлӑн урайне анчӗ те ҫиме пуҫларӗ. — Савнӑ государь, хам сӑмаха пит ӑнланмалла каланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ Болгари ирӗклӗхӗшӗн курка ҫӗклерӗм. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ. Софья Павловна пырать… Анчах эпӗ ун ҫине, арӑм ҫине пӑхса илтӗм. Ҫуркунне пуҫласа кӗр вӗҫленичченех Атӑл леш енчи тӗттӗм кӗтессенчи вырӑс ялӗсемпе тутар ялӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, анчах хӑй ӗмӗтленнӗ пек, нимле пысӑк ӗҫ те тӑвайман, — хресчен обществисене ҫӗр каса-каса парсах вӑй-халне пӗтернӗ. Хӑй ӑшӗнче вӑл турра кӗл турӗ: «Санӑн ирӗкӳ пултӑр! — терӗ вӑл ҫине-ҫинех. Ҫак йывӑр та нумай вӑхӑт хушши аппаланмалли ӗҫре хӑйне пулӑшма вӑл Томпа ун юлташӗсене чӗнчӗ. Зеб курнӑ: выльӑх кунтан малалла кайман; кунтанах каялла прериелле йӗр кайнӑ, анчах ҫав сукмакла мар, урӑх вырӑнпа. Тусенче сайра хутра ҫеҫ тӗл пулакан ӳплесене чарӑнса ҫимелли пеккисем ыйтма хӑяймарӗ. Ҫавӑн пек ӳплесен алӑкӗсене хаяр хурал сыхласа тӑрать — вӗсенче сана е тӑшмана тыттарса яма пултараҫҫӗ, е хӑйсен те сехрисем хӑпнӑ, унта чарӑнмашкӑн та хӑрушӑ. Кашни тар шӑтӑкӗ спиртпа тулса ларнӑ чӗрӗ организм ҫуннине чарма нимле май та ҫук. Мельбурна пӗр ҫын ярас шутпа вӑл Люкноуск ҫулӗ ҫывӑхрипе усӑ курма сӗнет, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринелле ҫывхарнӑҫемӗн Мельбурна ҫитесси йывӑрланать. Халӗ мӗн тӑвасшӑн ӗнтӗ? Атте, ҫуркунне хӗрачасемпе пӗрле яла тӑлӑх таврӑннӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӗшмӗртнӗ тӑрӑх хӑйне пӑшӑрхантаракан темле телее туйса тӑнӑ тата вашават кӑмӑллӑ пулнӑ, унашкал кӑмӑл-туйӑм картла вылякан ҫынсен нумай выляса илнӗ хыҫҫӑн урӑх выляма килӗшмен чухне пулать. Чӑнах та, тепӗр чухне эпӗ сирӗн кӑмӑла пӑсакан ӗҫсем тукаланӑ, ҫакна тунмастӑп («кӑвак лашасем» — вӗлтлетсе иртрӗ Анна Васильевна пуҫӗнче), — хӑвӑрӑн сывлӑхӑр мӗнлине кура, сирӗн ӗнтӗ… ӑнланмалла… — Эпӗ сире нимӗн чухлӗ те айӑпламастӑп-ҫке, Николай Артемьевич. Фоман шурӑхса кайнӑ пичӗ ҫине пӑч-пӑч хӗрлӗ персе тухнӑ, вӑл урисене улӑштарса илнӗ, чӗтревлӗн хутланса, аллисене пиншак кӗсйине чикнӗ, унтан тикӗс те ҫирӗп сасӑпа:— Эс! — Мана калама паратӑн-и эсӗ? — хӗрелсе кайса кӑшкӑрчӗ Давыдов. Вӑл кичемле калатчӗ, мастерской унтан кулкаласа илетчӗ, эпӗ пит ҫемҫелнӗскер те вӑтаннӑскер, алла икона тытса, ним тума пӗлмесӗр тӑраттӑм. — Ҫырлахтӑрах, ӑҫтан-ха вара эсӗ хуралҫӑ пулма пултаратӑн? — Сан шутпа, илемлисенчен пуринчен те ырӑ шӑршӑ кӗрет-и? Эсӗ мӗнпурӗ те сӳпӗлтетме те суйма кӑна пӗлетӗн вӗт. Каях, ан тарӑхтар мана, эпӗ хӑвӑрт тарӑхакан ҫын. Ӗнтӗ мӗн ҫинчен калаҫмаллаччӗ-ши пирӗн?.. Тул ҫутӑлнӑ чух тата ман пӳрт тӑрринче икӗ ҫын ларнине курнӑ ҫынсем. Мӑрье ҫине улӑхса ларнӑ, тет те, урисене суллакаласа лараҫҫӗ, тет, мур илесшӗсем. Обер-секретарь малалла вулать: «Ҫӳхе симӗс пуставран ҫӗлетнӗ мундир, ҫичӗ тенкӗлӗх. Шур пуставран ҫӗлетнӗ йӗм, пилӗк тенкӗлӗх. Голланди пирӗнчен ҫӗлетнӗ манжетлӑ кӗпесем, вуникӗ кӗпе, вунӑ тенкӗлӗх. Чей савӑчӗсемпе ӑна усрамалли арча, икӗ тенкӗ ҫурӑлӑх…» — Эс, чӑнах та, нимӗне шанман Фома иккен! — Асту, ответ тытатӑн! Карапсем ҫӳлелле вирхӗнчӗҫ те — вӗсен ҫунаттисем вутпа ҫиҫкӗнчӗҫ. — Ваше благородие, — сассине улӑштарса, чӗтресе каларӗ анне, — вӑл айӑплӑ мар. Серафим хӑй укҫине «Тенериф» ятлӑ тутлӑ эрех, — вӑл ӑна темшӗн «ҫарӑк эрехӗ» тенӗ, — хӑй юратакан ыхраллӑ колбаса, мармелад тата ҫемҫе булкӑсем илсе пӗтернӗ. — Тӑна кӗр! Вӗренсен-вӗренсен ҫак сӑмахсене каланине, хам савӑнса ҫывӑрса кайнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ. Мӗнех вара, вӑл сирӗн урӑх пулмасть, анчах эсир вӗсемсӗр ларса та макӑрӑр-ха. Сӑмах май каласан, пӗр-пӗрне кирек мӗн ҫинчен те пытармасӑр калама сӑмах татни тахҫантанпах ӗнтӗ пурнӑҫа кӗми пулчӗ, вӑл пире час-часах чӑрмавсем кӳрет, пирӗн хушшӑмӑрта тӗлӗнмелле ҫыхӑнусем тӑвать. Пӑлхав тӗп комитечӗн Шепетовкӑра та организаци пулнӑ. Унта хӗрӗх ҫичӗ ҫын тӑнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ, ӗлӗкрех контрреволюци ӗҫне активлӑ хутшӑннӑскерсем, анчах каярахпа вырӑнти Чека шанса ирӗкре хӑварнӑскерсем пулнӑ. Ҫураҫассу-тӑвассу пулсан — ахалех качча парса яратпӑр! Ман телее пула, отлив мана хӑйпе пӗрле илсе кайрӗ. Вӑл мана тӳрех «Испаньола» патне илсе пычӗ. Оля, инҫе ҫула тухса каяс умӗн пӗр-пӗр кӗвӗ каласа, юрласа парӑр мана. Ҫырӑн хӗррине ҫитме пӗр миль пулать. Туйи епле тата хулӑн — Робинзон Крузонни пекех! Малтанхи кунах, ачана ҫывӑрма вырттарсан, вӑл кровать ҫумне ларса:— Юмах ярса парам-и, пепкем? — тесе, ача еннелле пӗшкӗнсе ыйтнӑ. Манӑн Остапа ирӗке кӑларӑр! Ӑна шуйттансен аллинчен тарса хӑтӑлма май тупса парӑр. Ҫут тӗнчере нимӗн те ӑна тӗлӗнтерме пултараймастчӗ: мӗн тери пысӑк чапа тухсан та, вӑл шӑпах ҫавӑншӑн ҫуралнӑн туйӑнатчӗ. Куҫӗ тӑтӑшах кулчӗ, амӑшӗ вӑл юриех йӗкӗлтенине курчӗ, хӑй ӑна нӳрӗрех кӑвак тӗспе витӗннӗ сӑнӗнчен пӑхса, пӑшӑрханса шухӑшларӗ:«Вилет…» Анчах ҫав пит-куҫ пӗр самантрах улшӑнма ӗлкӗрчӗ, кӑмӑллӑн та йӑвашшӑн ҫутӑлса илчӗ: хайхи алӑ — Нагульнов алли иккен. — Эпӗ вӗсене пӑртак ӳссенех тӗпӗпе ҫаратса яратӑп, урӑх мӗн тумалла вӗсемпе? — айӑпне хӑй ҫинчен сирме хӑтланчӗ Павел. Эпӗ шурӑ алӑк ҫине пӑхрӑм та пурне те — Николай Антоныча, карчӑка, Катьӑна, — Марья Васильевна выртакан носилка тавра тӑраканскерсене, асӑрхаса юлтӑм пулас. Анчах ҫав ӗлӗкхине астутаракан япаласем те ҫурри ытла тавернӑсем пулса тӑнӑ. Ку япала, паллах, ҫав тӑрпалтай уйӑх ҫине сулахай хулпуҫҫи урлӑ пӑхнӑран пулнӑ. — Юрӗ, атте, — акӑлчанла ответлерӗ ӑна ача. Малтан вӑл юрттарса пыратчӗ, анчах та Володьӑна курсан, лашине чарса тӑранҫи пулса, ун ҫине хытӑ пӑхса илчӗ те, лашине пушӑпа тивертсе илсе, малалла юрттарчӗ. — Хуторти чи малтанхи туйччен. Кӑнтӑрти Австралинчен каҫса пынӑ чухне ытлашши нимӗн тӗлӗнмелли те пулмарӗ. Ҫынсем ҫинчен каласа парӑр-ха: камсем вӗсем, ӑҫтан, мӗн тӑваҫҫӗ. Ун вырӑнне ҫӳҫӳ сан питӗ-питӗ таса та ҫав тери ҫинҫе, хыҫалта вӑл, айвантарах та ӗҫлӗ сӑнпала, калама ҫук тирпейлӗн, чӑмаккаланса пухӑннӑ, ҫавӑнпах пуль, ӑна пӳрнепе хуллен-хуллен тытса, сӗртӗнсе пӑхас килет. Одинцова хӑраса ӳкрӗ тата ӑна хӗрхенсе те пӑрахрӗ. Кӑшт аяккарахра, бульвар варринче, вӗренрен карса тунӑ карта хыҫӗнче, темӗн пысӑкӑш аэростат кӗмӗл тӗслӗн ҫутӑлса выртни курӑнчӗ, — ӑна капӑртарах гимнастёркӑсем тӑхӑннӑ, хӗрлӗ питлӗ икӗ хӗр хуралласа тӑна. Мересьева ҫак вӑрҫӑ япали Мускав пӗлӗтне ҫӗрле сыхламалли хатӗр мар, зоопаркран тухса тарса халӗ бульварта, ешӗрекен йывӑҫсем айӗнчи сулхӑнра канса выртакан пысӑк та ырӑ камӑллӑ тискер кайӑк пек туйӑнчӗ. Мересьева комиссине пуринчен малтан чӗнчӗҫ. Ҫав чӗмсӗр, хускалми стенаран рабочисем ҫине сивӗ вӗрсе тӑрать, вӑл амӑшӗн кӑкрине тӗртӗнсе чӗринех кӗрет. Ҫичӗ барабанщике шутласан, мӗн пурӗ вунтӑхӑр ҫынлӑ отряд пуҫтарӑнчӗ. — Кӗвӗ, — шухӑшланӑ Петр. — Харампырсем. — Ҫӗрле ҫичӗ ҫӗрте ухтарнӑ. Тарталья анчах пуҫне усмарӗ! Зеб Стумп хӑй куҫӗсене сӑтӑрса илнӗ, анчах кӗлетке ҫавах юлнӑ. Бруно ӑна ӗненнӗ, ун чухне вӑл ют ҫӗршывсем тӑрӑх ҫӳресе ывӑннӑ пулнӑ. Сӑмах майӗн калӑр-ха: мӗн ятлӑ ҫав командир? Ҫӗрле автансем пӗр-пӗрне чӗнсе авӑтас йӗркене, хӑш вӑхӑтра мӗнле сасӑпа авӑтассине рангсем тӑрӑх палӑртса тухнӑ илемлӗ йӗркене тӳрлетме ҫук пӑсса хучӗҫ. Хама вӗрентекен учитель каласа панӑ тӑрӑх, ҫак сывлӑшра вӗҫсе ҫӳрекен утрав ҫинче пурӑнакан ҫынсем тӳпери янӑракан музыкӑна итлеме пултараҫҫӗ иккен. Ҫак музыка сасси уйрӑм вӑхӑтсенче кӑна илтӗнет имӗш. Музыка сасси илтӗнес вӑхӑт ҫывхарсах ҫитнӗ-мӗн. Ҫавӑнпа король ҫуртӗнче пурӑнакан кашни ҫын пӗтӗм тӗнчипе пулакан концерта хӑйсем выляма пултаракан музыка инструменчӗсемпе хутшӑнма хатӗрленнӗ. Ҫак самантран пуҫласа пирӗн ӗҫ ниҫталлисӗр пула пуҫларӗ. — Мӗнле йӑла тата ку? Ҫавӑн пек пӑхасси ман куҫ умӗнче малтан пуҫласа вӗҫне ҫитичченех час-часах тӗлӗнмелле те йӗрӗнмелле хӑвӑртлӑхпа аталанса пынине хам ирӗклӗн те, ирӗксӗр те сӑнаса тӑрса, эпӗ эпӗ мӗн кураттӑм; Сидоров хӑйӗн салтак пурнӑҫне ӳпкелешнипе хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑлне ҫавӑратчӗ, ӑна кӑмӑллӑн суйса ӳсӗртсе яратчӗ, пурте пулнӑ хыҫҫӑн вара, хӑй ҫӗнтерни ҫинчен Ермохина каласа кӑтартса, йӳҫӗ эмель ӗҫнӗ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе суратчӗ. Э! дипломат! — эпӗ мӗншӗн йӑл кулнине ӑнлантарса, ҫирӗплетӳллӗн хушса хучӗ вӑл. Эпӗ тата ҫакна та хушса калӑп: сӳннӗ вулкан ҫывӑхӗнче те ҫӗр ҫирӗм пилӗк фут ансан тин ӑшӑ пӗр градус хӑпарать. Лӑпланнӑ чӗри унӑн ҫаплах савӑнать-ха. Ҫак хаяр ҫынтан пӗтӗмпех уйрӑлнӑшӑн вӑл хӑй ӑшӗнче хавасланчӗ те. Вырӑнӗнчех! Вӗсем пиртен малта ҫак ҫулпах пымалла. — Пурӑннӑ эп, — тенӗ Фома хупланчӑк сасӑпа. Яков Лукич, хӑйӗн тӗксӗм те йӗрӗнчӗк куллине пытараймасӑр, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, Давыдов вара, савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, пукан хыҫӗ ҫине сӗвенчӗ; ун айӗнчи пукан тайкаланса, чӗриклетсе илчӗ. — Кӑшт ҫеҫ ҫыран енне пӑрма та пулать. Вӑл, асту, хурӑн кӑварӗ пекех: ҫиелтен пӑхсан — лӑпкӑ, яка, тӗксӗм, сивӗннӗ пекех, анчах аллуна тытса пӑх-ха, епле пӗҫертӗ… — тесе астутарнӑ. Вӑл калинккерен сиксе тухрӗ те, унчченхи пекех калаҫса, хӑвӑрт утса кайрӗ: — Ҫук, ҫук, кирлӗ мар, килӗшсех кайман еннелле пӑрӑнса кайрӗ… Ав ҫав, картла выляса лараканнисемпе ӑҫтан улӑштарӑн ӗнтӗ — кусем мӗн-тьфу! пӗр сӑмах! — хӑйӗн сӑмахне вӗҫлерӗ Никита, улпут пурӑнакан пӳлӗмӗн ҫутӑлса тӑракан чӳречине тӗллесе кӑтартса. Хытах аманчӗ вӑл. Анчах та унӑн хӑлхинчен мотор кӗрлевӗ ҫаплах та сирӗлмен-ха. Ерофей Кузьмич халӑх патнерех чакрӗ. Ҫав телейсӗр ҫынсем ҫирӗп чунлӑ, принциплӑ, убеждениллӗ ҫынсен ячӗпе ҫӳреҫҫӗ… анчах вӗсен убежденийӗ ахаль йӗм кӑна иккенне, хӑйсен кӗлмӗҫле ҫараҫанлӑ чунне витме кирлӗ йӗм анчах иккенне никам та асӑрхасшӑн мар. Ставрученкӑн пӗр ывӑлӗ Киеври университетра, вӑл вӑхӑтра пысӑк хисепри филологи факультечӗн студенчӗ пулнӑ. Вӑл хӑш енчен вӗрнине пӗлме хӑтланса Яков Лукич чылайччен сӑнаса тӑчӗ, — анчах пӗлеймерӗ. — Телей пулмарӗ ҫав, — терӗ вӑл хуллентерех. Пурте йӗркеллӗ, манран никам та нимӗн те пӗлеймӗ. Эхе-хе! Пӗлетӗр пулсан, ман карчӑкпа сухалама та, йывӑр лавсем турттарма та пулать, мана таҫта туртса каясси уншӑн — лач сурасси ҫеҫ, ҫав тери вӑйлӑ, мур! Конституци пулас саккун кӑларакан органсен куллен саккун кӑларас ӗҫне чарса хумасть, вӑл ӗҫ пуласса пӗлтерсе тӑрать. — Мӗн усси вӑл ӗҫрен? Ҫапах та эпӗ кураттӑм: никониансем «сывлӑша хӗсеҫҫӗ» тесе ӳпкеленӗ хушӑра старецсем хӑйсем те пит ухатапах тата хӗпӗртесех пӗр-пӗрне хӗсетчӗҫ. Акӑ сире хӑвӑр панӑ ответах. Пичӗ чалӑшнӑ. Пирӗн халь хресченсене эксплуатацилеме пултаракан помещиксемпе кулаксем, купцасемпе усламҫӑсем тек ҫук ӗнтӗ. Ольховка ҫыннисем чӳречесем патнелле ыткӑнчӗҫ. Турӑ Егорушкӑна, кӳмепе лашасене сывлӑшра, ҫак сӑртлӑхсем евӗр, йӑлтах чуллантарса лартса, ӗмӗрлӗхех кунта хӑварасшӑн мар-ши? Анчах Катя тесен! — Есть! — салхуллӑн каларӗ Лозневой, аллине козырёк патне тытса. — Ну, кайӑр. — Ҫавна тумалла пулать-ха сирӗн. — Кала, — терӗ Лена, хӑй ӑна «эсӗ» тесе чӗнме хӑйнӑшӑн хӑраса ӳксе. Эсир пӗлетӗр, пирӗн унта тикӗс вырӑн, таҫти те курӑнать. Ишӗлчӗк хушшинчи темле шӑтӑкран пӗр ҫын пуҫне кӑларса пӑхрӗ. Унтан тепӗр ишӗлчӗкрен тата тепӗр пуҫ курӑнса кайрӗ. Тен, Роберт Грантӑн виллине? — Куншӑн ман сире тав тумалли ҫеҫ юлать… — тенӗ Медынская. Фома ӑна кулӑпа ҫеҫ ответленӗ, хӑйӗн ӑшӗнче вӑл ун ҫинчен:— Ӑслӑ мур… аттерен ӑслӑрах… — тесе шухӑшланӑ. Андрей ҫаврӑнса пӑхмарӗ, хирӗҫ чӗнмерӗ,— хыпаланса, вӑл хуҫлатса ҫакнӑ шинельне хӑй ҫинчен илсе пӑрахрӗ. Ку шӳт мар вара! Амӑшӗн чӗринче асаилӳсем капланса тӑчӗҫ. Темиҫе минутран пасар вырӑнӗ пушанса юлчӗ. Ку тӗлӗнмелле пек туйӑнма пултарнӑ. Матрос пуҫне чикрӗ: вӑл шухӑша кайрӗ. Тӑр, Алексей Вениаминыч, чӗнеҫҫӗ… Вӑрӑ-хурах пулни аван-и вара? — Эсир те? Улӑштарса пани? Пӗтем кӗлеткемпе чӗтретӗп, ура йӑлтах шӑнса кайрӗ! Ҫакнашкал темиҫе хӑлаҫ тусан, вӑл манран кӑшт малтарахра, ҫӗртен пӗр аршӑн ҫӳллӗшӗнче, ҫула урлӑ кантра карса хунӑ пек шутласа, ӑна ӑсра сӑнарлама пуҫлать. Даша инке ӑна йӗре-йӗре вӑрҫрӗ, анне, тӗксӗмленсе, ӑсран кайса, хура ҫивӗчӗсене кӑкӑрӗ ҫине хурса, пӗр сӑмах хушмасӑр выртрӗ. Урисенче пушмак ҫукки аван пулчӗ: ҫара ура ҫӳлелле хӑпарнӑ чухне питӗ лайӑх пулӑшать. Лбов подпрапорщик, вӑйлӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ ача тата ҫав тери лайӑх гимнаст, хӑй ҫинчен шинелӗпе мундирне хӑпӑл-хапӑл хывса ывӑтрӗ те, кӑвак ҫитса кӗлепе кӑна юлса, параллеллӗ каштасем патне пуринчен малтан чупса пычӗ. — Ҫук, кӑнтӑрла мар, халех яра пар, — тет, — вӑхӑта сая ан яр, ҫул ҫинче уссӑр ан пакӑлтат! — Анчах эсир халь кӑна Кунавинӑри ярмӑнккӑра авланнӑ ҫынсем епле савӑшусем туни ҫинчен каласа патӑр-ҫке-ха, — терӗм эпӗ чӑтаймасӑр. Сасартӑк пӑлханса кайса, хӑйне шалтан темле вӑй тӗртнине парӑнса, Андрей ура ҫине тӑчӗ те, аллипе сулса илсе, калаҫма тытӑнчӗ: — Мӗн тӑвас тетӗр эсир? Сирӗн чунӑрсем халӑхпа пӗрле пулччӑр, — терӗ вӑл. Конституци Комиссине 1924 ҫулта йышӑннӑ Конституци текстне улшӑнусем кӗртме хушнӑччӗ. Тепӗр кунне те, январӗн 3-мӗшӗнче, ҫул ҫавӑн пекех пулчӗ. Вӑрман вӗҫне тухасси таҫта пек туйӑнать. Оленин хӗре хуҫа пӳрчӗн крыльци таранах куҫӗсемпе ӑсатса ячӗ, вӑл тутӑрне салтса сак ҫине ларнине те чӳрече витерех асӑрхарӗ. Говэн команда пачӗ: — Ачасем, штыксене ӗҫе ярӑр! — Сывӑ-и, Семеныч! Анчах ун чухне вӑл сасартӑках халран кайманччӗ; хальхи пек нихҫан та пулманччӗ-ха. Лукич вара ку ӗҫе пӗччен тытӑнас ҫук. Эпӗ ӑна ҫак кунсенче куртӑм: пит-куҫӗ вара ун ҫине пӑхса Брут кӗлеткине ӳкерсе илме юрӑхлӑ… Вӑл малтанлӑха ун патне куҫма шутларӗ. Ҫакӑн пек ӗҫ пурнӑҫра пӗрре ҫеҫ пулать тесе калатӑп вӗт-ха. Ҫак хушӑра, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн самолет ним тӗлли-паллисӗр ҫапкалана-ҫапкалана вӗҫрӗ. Эпӗ тухса кайрӑм, анчах та мотора мӗн те пулин пулнах, кирек мӗн тесен те анса лармах тивет. Лармаллах. Ларас тесен, ҫав тери ерипен лармалла, ҫаврӑнмалли указателе пӑхмалла, самолета чалӑштармалла мар, пӗр вӗҫӗмсӗр хамӑр айри ҫӗр ҫинчен шухӑшламалла. Мӗнле ҫӗр-ши вӑл? Аякра-ши, ҫывӑхра-ши? Ҫав ҫулҫӳревҫӗ тӗнчере чӑнах пурӑнни тата вӑл чӑнласах ҫак ҫулпа кайни пирки нимӗн иккӗленме те ҫук. Вӑл лупашка тӗпӗнче хутланса выртрӗ те пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче этемӗн вӑй-халне хавшатса яракан, пӗтерсе хуракан хӑрушла канлӗхе туйрӗ. «Эпир Ту-Этеме ухтарса пӑхсан тупнӑ япаласене тӗпӗ-йӗрӗпе ҫырнӑ опись ҫапла. Ухтарнӑ вӑхӑтра вӑл пӗрмаях хӑйне йӑваш тытрӗ тата сирӗн величество хушнисене тӑвакансене тивӗҫлӗ чыс пачӗ. — Чирлӗ ҫын патӗнче. Вӑл хутлана-хутлана юр ҫийӗпе кусса аннӑ, мӑйӗнчи аманнӑ вырӑнӗнчен юн юхнӑ Йытӑсем хӑрама пӑрахса ун ҫине ыткӑннӑ, анчах урса кайнӑ тискер кайӑк вӗсене хӑйӗн пысӑк урисемпе ывӑта-ывӑта янӑ. Вырӑссен посчӗсем ҫук-мӗн унта. Чӳрече патӗнчи телефон аппарачӗ патӗнче икӗ хӗр пӑшӑлтатса тӑраҫҫӗ. Иккӗшӗ те хулари тумпа, чаплах мар костюмсем тӑхӑннӑ. Хӑрани вырӑнне Яков хӑвӑртах савӑннӑ пек пулса пычӗ; ку вӑл хӑйне тапӑннине лайӑх сирсе янине ӑнланнипе кӑна мар, тапӑнаканни — Яков хӑй шутланӑ пек — фабрикӑри рабочи мар, ют ҫын пулнӑ пирки те пулчӗ. Тӑхӑнмах лекет усала, питӗ шӑрӑх, тӑхӑнас килмест. — Ӑҫтан илмелле-ха ӑна, — ҫуралчӗ виҫҫӗмӗш ыйтӑвӗ. Каҫпала Катя пирӗн патра хӑнара пулчӗ, анчах та эпир тахҫанхи ҫырусем ҫинчен нимӗнех те калаҫмарӑмӑр, — кун пирки эпир малтанах ҫапла палӑртса хунӑччӗ. Пӗр Даша инке ҫеҫ тӳсеймерӗ, путса вилнӗ почтальон ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл ӑнсӑртран вилмен иккен, Даша инке каланӑ тӑрӑх, юратнипе шыва сиксе вилнӗ. Вӑл пӗр хӗре юратнӑ пулнӑ иккен те, хӗрне урӑх ҫынна качча панӑ. — Ҫырӑвӗсене малтан салатса тухмалла пулнӑ ӗнтӗ, — хушса хучӗ Даша инке. Кая юлнӑччӗ ҫав ӗнтӗ. Унӑн хыҫҫӑн вара эсӗ кайса ӳкрӗн те ку таранччен ҫаплипех, йывӑҫ муклашки пек, выртрӑн. Эпӗ… Эпӗ сывӑ мар, Манӑн пуҫ ыратать. Сирӗн кӑшт кӗтмелле пулать. Пӗр тесен, мана питӗ лайӑх пулмаллаччӗ ӗнтӗ, вӗҫен кайӑксене хӑратма туса хунӑ ҫурӑк шӗлепкеллӗ мӗлке ман куҫ умӗнче ункӑланса курӑнмастчӗ пулсан. — Айӑплӑ, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн унашкал пулса тухнине хам та пӗлместӗп. — Мӗнле ӑҫта персе чикнӗ? Анна Васильевнӑна «ҫаклатса илнӗ» чухне Николай Артемьевич ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ; вӑл отставкӑна тухнӑ та яла, хуҫалӑхра ӗҫлеме кайнӑ. Эпир шкул сакки ҫинчен тӳрех фронта кайнӑ. Палубӑна тӑруках шурӑ пӗлӗт пек пӑс хупласа илчӗ, вӑл машинӑсен трюмӗнчен ҫӑран мӑкӑрланса хӑпарать, пур ҫурӑксенчен йӑсӑрланса тухать; такам куҫа курӑнманскер хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрать: — Гаврил, сурик, кӗҫҫе… — тет. Унччен эпӗ «Мери» мар, темӗнле урӑх ят каланӑччӗ пулас, хам ун ҫине пӑхмастӑп: «Сара» тенӗччӗ-ҫке. Манӑн суя йӑлтах тухрӗ темелле ӗнтӗ, ҫакӑ куҫран палӑрӗ тесе, эпӗ хӗрарӑм ҫине пӑхма хӑратӑп. Утнӑ май шухӑшласа пырать вӑл, эпӗ ун хыҫҫӑн утатӑп, ҫав тем пысӑкӑш хулара та эпир иксӗмӗр кӑна — Катя та эпӗ, ун хыҫҫӑн пыраканни, анчах вӑл мана курмасть. Малтан пулса тӑнӑ ҫӗр хуппинче ҫавӑн пек темӗн чухлӗ ҫурӑксемпе хӑвӑлсенчен темиҫе хутлӑ, аташса каймалли пӳлӗмсем-лабиринтсем пулса тӑнӑ. Ҫенӗкре такам хыттӑн пусса уткалани, кӑмӑлсӑр мӑкӑртатни илтӗнчӗ, ӑна илтсен, амӑшӗ кӑртах сикрӗ, хӗр хӑвӑрт кӑна сиксе тӑрса васкавлӑн пӑшӑлтатса илчӗ: — Ан уҫӑр! Фигура вара ирӗксӗрех сӑлӑпа шутарса уҫрӗ. Ҫынӗ каласа панӑ тӑрӑх, Вазуза урлӑ каҫмалли кӗпере ирччен юсаса пӗтермелле, ку тӗлӗшпе Бородин генерал мӗн тума кирлине йӑлтах тунӑ. — Шӑлӗ вӑл — нимех те мар-ха! — терӗ те, ӗнтӗ хӑш-пӗр япаласем ҫинчен те ыйткаласа пӗлме юрать тесе, крыльца ҫине пырса ларчӗ: — Мӗнле-ха апла ку… э? «Мӗнле апла, аннеҫӗм! Лешӗ кайсанах, вӑл вырӑн ҫине тӳнет те ирхинеччен вӑратайми лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑрса каять. О-о-о! Ташшах ячӗ. Утрав пуҫлӑхӗ пӳрнипе паллӑ тунӑ хыҫҫӑнах Александр Великий хамӑр тӑракан чӳрече умӗнчи пысӑк хире тухса тӑчӗ. Гаррис сӑнӗ тӗксӗмленчӗ. — Ҫамрӑк тусӑм, — терӗ вӑл, — ку вырӑнсене эпӗ пит начар пӗлетӗп пулсан та, чи ҫывӑх тинӗс порчӗ кунтан виҫҫӗр е тӑватҫӗр мильӑра пек туйӑнать. Унӑн чултан касса тунӑ пек ҫав тери пысӑк аялти янах шӑмми йывӑррӑн хускалкалать; хӑй, картара выртса лӳпперленнӗ вӑкӑр пек, ерипен чӑмласа ларать. — Пӗлетӗн-и, манӑн хам ҫуралнӑ ҫӗршыва, Ирландине кайса килмелле. — Ку ман атте лаши, — терӗ Бэла, мана алӑран ярса тытса; — хӑй ҫулҫӑ пек чӗтрет, куҫӗ йӑлтӑртатать. Дрейн нихӑҫанхинчен те тискерччӗ. Анчах памфлетсем витӗмлех пулӗҫ-и вара? — Мӗн сӳпӗлтететӗр? — Апла пулсан, Майданников юлташ тӗрӗсне каларӗ? Ку шӳтлесе калас мар тесе каланӑ сӑмах Ковалева ҫиллентерсех ячӗ. Ман савӑнӑҫа пула Людмила часах «Камчадалка» кӗнекине вулама пӑрахрӗ. Суран ытла та хӑрушӑ: хырӑмран пыршӑсем йӑтӑнса тухнӑ. Ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ икӗ ҫын сӗтел ҫине лартнӑ станковӑй пулемёта сӳтнӗ те тасатса тӑраҫҫӗ. Каҫсерен палламан ҫынсем час та часах килчӗҫ, Андрейпа пӑшӑрханса, пӑшӑлтатарах калаҫрӗҫ, вара сӗм-ҫӗрле, ҫухисене тӑратса, ҫӗлӗкӗсене куҫӗ ҫинех пусса лартса, асӑрханса тухса, пӗр шавсӑр тӗттӗме кӗрсе ҫухалчӗҫ. Ултӑ пират пурте аҫа ҫапнӑ пек тӑчӗҫ. — Ҫапла, ҫапла… салтӑр ӑна! — Ӑҫта вырнаҫтарас ман хамӑн отряда? — ыйтрӗ Павлюк. — Тахҫан эп ӑна, халь ӑҫта иккенне те ас тумастӑп, чулпа персе тивертнеччӗ, — терӗ вӑл, хӑйне лӑпкӑрах тытасшӑн курӑнса. Мустангер вӑл ҫавӑн пек ӗҫ тума пултаракан йышши ҫын мар. Волошин полкӗ вырнаҫнӑ тӗлелле ҫитеспе ертсе пыракан «юнкерсӗ» малалла тухма пуҫларӗ. Вӑл тӑвӑллӑ ҫанталӑкра, анлӑрах вырӑнсене антарнӑ канатсенчен тытса, палуба тӑрӑх чупнине тӗлӗнсе пӑхатӑн. Тарӑн шухӑша кайса утакан Марко шкултан таврӑнакан ачасемпе кӑштах ҫапӑнмарӗ. Анчах ку вӗсене питех кӳрентермерӗ. — Сирӗн преосвященство, эпӗ христианин, ҫавӑнпа та мана ҫылӑх каҫарттарма нихҫан та чарман-ха. Халӗ ӗнтӗ ытларикун пулӗ тесе шутланӑ Том. Манӑн санпа пӗр-икӗ сӑмах калаҫса илмелле. Леш ҫилсемпе калаҫаканни патӗнче-и? Вӑл ман ҫине, кӗнекесем ҫине пӑхса илчӗ те сӑмса тутрине аллинчен ӳкерчӗ. Тусӑм! — Ман шухӑшпа вӑл… халь ӗнтӗ вӑл… суккӑр ҫуралнисем пурте ҫиллес тесе шухӑшлать… Малтанах чӗкеҫсем вӗҫсе кӗчӗҫ. — Гобун хӑйӗн тӑван ывӑлне ирӗке кӑларасшӑн, — астӑватӑр-и, сире Евченко килӗшетчӗ, капӑр та таса тӑхӑнса ҫӳрекенскер? Киле вӑл ҫӗрле пулсан тин, ывӑнса тата шӑнса тавӑрӑнать. Вӑл пуҫне силленӗ. Йывӑр шухӑшӗсене кӑларса пӑрахасшӑн тӑрӑшать тейӗн ӑна. Тата кровать айнелле шанчӑксӑр пӑхнӑ. Унтан ҫакӑн пек канаш пачӗ: — Эсир кайса аника-салтаксене ҫапӑҫма чарсамӑрччӗ. Унтан вӑл, крыльца ҫине тухса, бинокльпе пӑхма тытӑнчӗ. Анчах та ку сӑмаха мӗнле тӳрре каларӑн-ха эсӗ? Вилнӗ тӗрӗкӗн йытти каллех ун асне килчӗ те, ӑна тӑшман вырӑнне хурса каллех йӗрлессӗн туйӑнчӗ. Юлашкинчен эпӗ хаман кимӗ ҫинче юлнӑ апат-ҫимӗҫрен мӗн те пулин илсе килме ыйтрӑм. Фрол йӗркене кӗчӗ, ура ҫине тӑчӗ, сак ҫине йӑванса кайрӗ те Демка Ушаковпа ҫӳллӗ те именчӗк Михаил Игнатенок Разметнова мӗн-мӗн каласа ҫыртарнине нимӗн пӑлханмасӑрах итлесе выртрӗ. Лешсем каласа пыраҫҫӗ: — Шурӑ чӑмӑрккасемлӗ тимӗр кровать, тӳшек, виҫӗ минтер тата йывӑҫ кроватьсем иккӗ… Чӑтлӑхалла пӑрӑнса кӗрсе каяс вырӑнне Исидора уҫӑ вырӑналла тухрӗ те хӑйпе ҫапӑҫма чӗннӗ пек пӑхса, юланутсене хирӗҫ кайрӗ. Ҫав ирсӗрлӗхпе суялӑха ватакан вӑхӑт килсе ҫитет-ха пӗрре! Вӑл пӑхнине пӑхӑнса Аэлита каялла чакма пуҫларӗ, акӑ креслӑран ҫурӑмӗпе ҫыпҫӑнсах ларчӗ тейӗн. Вӑл тӑтӑшах Таукӑна чарса йӗнер пускӑчисем ҫине тӑрса пӑхкаласа пырать. — Мӗн? — ыйтрӗ Павел. Тен, эсӗ пӗлейместӗн пулӗ-ха?.. Хуҫа мана ҫакӑн ҫинчен пӗлтернине хирӗҫ эпӗ нимӗн те калама пултараймарӑм. — Сирӗн пата, — ответлерӗ Тимур. Пирӗн учитель ӑна мӗн калани уншӑн пурпӗрех мар-и! Ҫапла калаҫҫӗ мӑнастир ҫырми хӗрринчи ӗшнене, ун тавра туратлӑ хӑвасем ӳсеҫҫӗ, ҫӳллӗ хурамасемпе мӑйӑр йывӑҫҫисем таврана хупӑрласа илнӗ. Йывӑҫа аялти тураттисене ҫитичченех шыв тулнӑ. Мӗн тӗттӗм пуличченех ҫырмара лартӑм эпӗ. Кӑна Артамонов ӗненме пултарайман, ҫавӑнпа та вӑл кула-кула ответ пачӗ: — Тӗрӗс, эсӗ ухмахла калаҫатӑн. Кукша пуҫӑн чӗри сасартӑках тапма чарӑнчӗ, вӑл аран-аран:— Чер… винский… — тесе пӗлтерчӗ. Тӳпере паҫӑрах шурӑмпуҫ ҫӗкленнӗ ӗнтӗ: пур ҫӗре пӑхсан та хӗвел халь-халь тухасси курӑнать. Сыв пул. — Ҫук, Уэлдон миссис, эпӗ кӑнтӑр енче, Чили чиккинче, пурӑнатӑп, халь ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫне, Атакамӑна каятӑп. Артиллери офицерӗсем пурте маркизла пӗрле Мон-Доль сӑртне пӑхма тухса кайнӑ, хресченсем тупӑпа пеме пӗлмен, ҫавӑн пирки те ӗнтӗ батарейӑсем шарламан. Ку паллӑ ӗнтӗ. Вӑл пӗтӗм вӑйпа ишме тытӑнчӗ. — Хушса пачӗҫ пулсан, пӑсмасть, аван темелле… Хӑрушлӑх тата ытларах ӳссе килнӗ. Эх, Джим, эсӗ хӑвӑн ӑраскална, мана чи малтан тупнишӗн тав туса пиллӗн! — терӗ. Вара ҫавӑнтах каймалла тесе йышӑнтӑм. Упӑшки арӑмне, ман пек, вӗлерет пулсан, яланах ҫапла тӑваҫҫӗ пулас, ун патне каймаллах пулас. Халӗ эпӗ ӑсран тухнӑ ухмах сӳпӗлтетнине илтрӗм-и, е аслӑ гени наука вӗрентнӗ пек кӑтартса ӑнлантарнине илтрӗм-и? Гленарван унпа килӗшрӗ, анчах ҫӗннине пурне те пӗлесшӗн ӑшаланса ҫӳрекен Паганель хӑйӗн ҫак хулана мӗнле пулсан та кӗрсе тухмалли ҫинчен пӗлтерчӗ. «Ӑмӑрткайӑк ирӗклӗхӗ! Унтан Николай Антоныч, урисене, ӳкесрен хӑранӑ пек, аран-аран кӑна улӑштарса, пӳртелле утрӗ. Анчах та ку ҫынна тавӑрмасӑр хӑварма юрамасть-ҫке ӗнтӗ… Анчах Оля, эпӗ ҫакна хӑйӗнчен пытарса усранине курса, мана ун ҫинчен каласа пама йывӑр пулӗ тесе шутланӑ та, пӗрмаях хӑй ним те пӗлмен пек пулса пурӑннӑ. Тинӗс хумханни инкек-синкеке вӑйлӑлатсах пычӗ. Эпӗ шухӑша кайрӑм. Эпӗ сан лекӗрӳ, манран ыйтмалла пулать те, — терӗ хресчен, Огняновӑн ашшӗ вырӑнӗнче пулса. Гейка хут листине салатса пӑхрӗ. Вӑл ҫав хут татӑкне, малтанхине таткаласа пӗтернӗ пекех, таткаласа пӗтерчӗ: унтан путпилкине ҫӗклерӗ те, шӑлӗсене хытӑ ҫыртса, каллех касма пуҫларӗ. Костя тӑруках сивӗнсе кайнӑ тутине арҫынла, ҫирӗп пӑчӑртаса тытрӗ. Санин Розелли госпожана стаканпа шыв илсе пырса пачӗ, халех пыратӑп, тесе сӑмах пачӗ, картлашка тӑрӑх урама ҫитиччен ӑсатса ячӗ, вара, хӑй пӳлӗмне таврӑнсан, аллисене айккинелле сарса, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. Юбкисене ҫӳле тавӑрса чикнӗ казачкӑсем чул хӳме тӑрӑх унталла-кунталла ҫӳреҫҫӗ, хӑраса ӳкнӗ выльӑха тӗрлӗ майсемпе лӑплантараҫҫӗ, ҫыхнӑ михӗсенчи сысна ҫурисене, кунтӑксенчи чӑхсене сӗтӗреҫҫӗ, тинӗс хумханӑвне пула вӑйран кайнӑ ачисене аллисем ҫинче сиктереҫҫӗ е тата темшӗн илсе килнӗ сарлака фикуслӑ чӳлмексене, арҫынсем кулнӑ хушӑра, сӑпайлӑн йӑта-йӑта тухаҫҫӗ. — Ҫук, йӗкӗт, ҫук… Утнипе мар. Тиртен ҫӗленӗ гетрине амӑшӗ хӗрлӗ, сарӑ тата урӑх тӗслӗ краскӑсемпе ҫинҫе йӗрсем туса илемлетнӗ. Юрамасть апла! Тар йӗпеннӗ-мӗн. Кун пек вӑрӑ-хурахла пӑтӑрмахсене Фома ытти вӑйӑсемпе ҫӳревсенчен юратарах панӑ, вӗсенче вӑл хӑйне юлташӗсене тӗлӗнтерсе, ҫиллентерсе ямалӑхах паттӑррӑн тытнӑ. Вӑл лавккине питӗрнӗ, хапхи ҫумне, ҫурта сутатӑп е тара паратӑп тесе, пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарнӑ, вара ҫӗнӗ вырӑна ҫуранах утнӑ. — Куратӑп эпӗ: санӑн урӑх ҫул пулмалла, эсӗ духовнӑй ҫын. Темле йытӑ ҫури, казак каяшӗ, хамӑр станицӑсемех, эпӗ Подтелкова асаплантарса вӗлернӗ ҫӗре хутшӑннӑ тесе ман ҫинчен кайса пӗлтернӗ. Пӗр-пӗр ӗҫе татса панӑ ҫӗре малтан айӑплаканӗсем пулса хутшӑннӑ ҫынсемех кайран ҫав ӗҫре защитниксем пулмаҫҫӗ-и? Ман пуҫа ку таранчченех тултарса тӑракан йывӑр асаилӳсемпе ҫыхӑннӑ япаласенчен аяккалла кайнӑҫемӗн ҫав асаилӳсем вӑйсӑрланса пыраҫҫӗ, вӗсем вӑйпа, ҫӗнӗлӗхпе, шанӑҫпа тулли пурнӑҫа туйса тӑнин шухӑшӗсемпе улшӑнаҫҫӗ. — Ну, тӑванӑм, кӑлӑхах калаҫса пӑхма хушрӑн эсӗ мана, — терӗ вӑл. — Кӗресех-и вара, — терӗ старик. — Ӗҫсӗр аптракансем те ҫапкаланчӑксемшӗн кӑна… вӑл ҫӑмӑл пек туйӑнать, ун пек ҫынсене суда памалла… мӗншӗн тесен кама ҫӑмӑл пулма пултартӑр-ха? Карап бортӗнчи шӑтӑк — пӗрисем ун витӗр кӗресшӗн, теприсем ӑна пӳлесшӗн. Пуртӑсем, ҫӗҫӗсем, пистолетсем, чӑмӑрсем, шӑлсем — акӑ мӗнле ҫапӑҫаҫҫӗ ун пек чухне. Тург башнине туртса илме урӑх май ҫуккине Говэн лайӑх ӑнланнӑ. — Конта нимлэ асамлых та, ырымлых та ҫоккӑ, ко выл порӗ те алы вашаватлыхӗ ҫох. Ӑнсӑртран вӑл чечек ҫыххине асӑрхарӗ, ӑна манса хӑварнӑ-мӗн. — Унта ӗнтӗ нимӗҫсем те ҫитрӗҫ-и тен?» Акӑ вӑл Маякин! — Хӗр хатӗр, — терӗ дама Кирила Петровича, — кӳ-мӗнӗ ларма юрать-и ӗнтӗ? — Юрӗ, эппин. Коридор тӑрӑх сторожсене хыҫалтан нагансемпе тӗрткелесе илсе пыраҫҫӗ. Кавир йӗри-тавра хохолсем туллиех пухӑнса тӑнӑ. Калас-и? — А Яру-Дзангбо-Чу шыв юхӑмне сӑнаса ҫӳресси? — Вӑн ҫавӑнта, шетникре, — пуҫӗпе сулчӗ карчӑок. Кашниех Бовдюг мӗн калассине пӗлесшӗн пулчӗ. Развалихин ӑна нихҫан та кӑмӑла кайман. Вырӑс юррисем ҫеҫ килӗшеҫҫӗ мана — вӗсем те ялта чухне, ҫуркунне — пӗлетӗр-и, ташӑ-юрӑ пӗрле чух… Хӗрлӗ хӑмачсем, пуҫ кӑшӑлӗсем, улӑхра тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ курӑк, тӗтӗм шӑрши ҫапать… ытарма ҫук лайӑх! Ҫамрӑк чухне, ейӳ сарӑлса выртнӑ чух, тӳрех кай! Эпӗ пальтона уртса ятӑм та Кораблев патне тухса чупрӑм. «Ну, вӑл мӗнех вара?» Тург замокне август уйӑхӗнче хупӑрласа илнӗ. Талькав хӑйӗн лашине пӑрахрӗ те йывӑҫ ҫине чи малтан хӑпарчӗ, унтан Роберта шывран туртса кӑларчӗ, кайран вара ыттисене те умлӑн-хыҫлӑн алӑ парса тӑчӗ. Женя, лар. — Учитель пулнӑ тетӗр? — Ҫаксем пурте сирӗн. Эсир, чӑн, иксӗр те ӑсран тайӑлнӑ. Тӑрӑшшӗпе фут ҫурӑ пулакан чӗрчун питӗ мӑнтӑрскер, патагонец сӑмахӗпе унӑн какайне питӗ ҫуланса ҫимелле. Анна Васильевна куҫҫуль витӗр сӑмсине шӑнкарса илчӗ. Вӗсем тупа тунӑ сӑмаха пӑснине, ҫынсене пусмӑрланине, ҫынсене тара тытса хӑй майлӑ ҫавӑрнине, ҫынсене улталаса пурӑннине тата ҫакнашкал ытти айӑпсем тунине хама каласа панӑ каҫарма май пур айӑпсемпе пӗр пекех тесе шутлаҫҫӗ. Эпӗ пӗр тачка хӗрарӑм хыҫӗнче тӑраттӑм, вӑл хӑйне тӗрлӗрен тӗксӗмпе эрешлесе пӗтернӗччӗ, платйин капӑрӗ фижмӑсем тӑхӑннӑ вӑхӑта аса илтерет, путӑкла ула-чӑла ӳчӗ хура тафтаран тунӑ мушкӑсен телейлӗ ӗмӗрӗнчен пек. — Пилӗк утӑмран та Мехмеда тивертме пултараймарӑр!.. Иккӗмӗш хут пемелле пулчӗ. Ҫав йӗксӗке аплах тарӑхтарма юрамастчӗ ӗнтӗ… Ку сцена ҫирӗм секундӑран ытла тӑсӑлман пулӗ. — Кирек мӗнле пулсан та пирӗн шыв хӑпарассине кӗтсе ирттересех пулать. Алӑк патнелле утса кайнӑ чух, Мересьев комисси членӗсем пӗр-пӗринпе тем ҫинчен хумхансах калаҫнине тӗкӗр ҫинче курчӗ. Кӑмӑлӗ-туйӑмӗ унӑн та, кунӑн та питӗ шеп. Эпӗ кулмасӑр калатӑп. — Сан ҫинчен каласа панӑ, акӑ мӗн пулчӗ! Эпӗ вӗсене хӑйсене интереслемен япаласем ҫинчен калама тытӑнсан, вӗсем мана тӳрех: — Пӑрахӑр куна! — тесе канаш паратчӗҫ. Пӗррехинче, Егор ҫинчен калаҫнӑ чух, Павел ҫапла каларӗ: — Пӗлетӗн-и, Андрей, чӗри ыратакан ҫын пуринчен те ытларах шӳт тӑвать… Тавлашса тӑмалли вӑхӑт мар — часрах ӗҫе пикенмелле. Ҫавӑнтах пурте ӗҫе тытӑнчӗҫ, тӗттӗмленсе килсен тин ӗҫлеме чарӑнчӗҫ. Андрий аллине тӳрех пӑшалӗ патне чӑсрӗ, унтан чӗтрекен сасӑпа каласа хучӗ: «Кам эсӗ? усал сывлӑш пулсан, куҫран ҫухал, чӗрӗ ҫын пулсан, халь шӳт тума вӑхӑт мар — пӗрре пӗрсех вӗлерсе пӑрахӑп». Питех пысӑкскер, лӑпкӑ, вӑл майӗпен те чаплӑн чӳхенсе выртать. Унӑн виҫӗ пай: етре, пуҫ тата хӳри пур. Аттене, Мускавра пирӗн ҫине пачах ҫаврӑнса пӑхманскере, ӗмӗрех пӑшӑрхануллӑ сӑнпа ҫӳресе, хура сюртукпа е фракпа пирӗн пата кӑнтӑрлахи апат тӗлне кӑна таврӑнаканскере, эпӗ сахалтарах хисеплекен пултӑм, ун — кӗпин кӑларса янӑ сарлака ҫухавийӗ те, халачӗ те, старостисем те, приказчикӗсем те, вӑл итем ҫине уҫӑлма ҫӳренисемпе сунара кайнисем те мана питех тӗлӗнтермерӗҫ ӗнтӗ. «Ҫавӑнпа та эсир мана унта, полкра, кӗтсех тӑрӑр, коменданта ҫӗнӗ вырӑнта мана валли хваттер хӑварма калӑр», тесе ҫырчӗ те Мересьев, урайнелле чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Унта протезсем выртнӑ. Бригада штабӗнче яланах ҫакнашкал калаҫусем пулса иртеҫҫӗ: — Вӑрлӑхлӑх тырруна хыврӑн-и? Алӑк яриех уҫӑ выртнипе ҫӳлти тата аялти хута каякан пусма картлашкисем ҫине тухмалли вырӑн курӑнса тӑрать: вӑл шӑпах хӗҫпӑшал хунӑ сӗтеле хирӗҫ иккен. Марья Николаевна пӗрмаях вырӑсла калаҫнӑ, ун сӑмахӗсем тӗлӗнмелле таса тухнӑ, Мускав чӗлхи ӗнтӗ — халӑх чӗлхи, дворянсен чӗлхи мар. «Турех хулана тухать-и вара?» Ялӗ лавӑран пулнӑ ҫӗр ҫинче ларать; ял тӗлӗнче хӗвел ҫутипе ялтӑртатакан шурӑ юрпа витӗннӗ вулкан тӑвӗн тӑррисем курӑнса тӑраҫҫӗ. Ял ҫумӗнчи пӗчӗкҫӗ фиордӑн чӑнкӑ ҫыранӗсен базальт чуллӑ стенисем тӗлӗнмелле купаланса тӑраҫҫӗ. — Паллах, тункатасем ӗнтӗ! — Че-е-е! — тӗлӗнсе кайса, пӑшӑлтатса илнӗ Фома, хреснашшӗ ҫине шӑтарас пек пӑхса. Ах, ҫепӗҫ чӑмӑрккам… — Ӗнер Петербургра ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗччӗ, паян вара Петербургра авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗ: акӑ мӗнлерех тӗлӗнтермӗш. Манах, темӗн пысӑкӑш тимӗр шапа пек, ерипен аяккалла шуса пӑрӑннӑ, Петр Ильич Артамонов вара, Ольга патне кайса, ӑна Алексей ярмаркӑра мӗнле ӗҫсе ашкӑннисем ҫинчен каласа панӑ. Эпӗ вӑл мӗнле сӑнарлӑ иккенне пӗтӗмпех каласа патӑм та, Нюра, кураймасӑр:— Ҫавӑ! — терӗ. Вӑл Николай Антоныч патне пырса темӗн пӑшӑлтатасшӑнччӗ. «Хӗрес укҫине» арӑмӗпе амӑшне валли ярса тӑнӑ. Ҫурхи кун ҫутине курсанах вӑл куҫӗсене хупрӗ те кӑшт ҫеҫ тӑнран каймарӗ. Эпӗ шыв ӗҫсе тӑрантӑм, сулхӑна выртрӑм та йӗри-тавра пӑхса ҫавӑрӑнтӑм. Тырӑ пирки калаҫас тетпӗр сирӗнпе! Ӗлӗкхинчен уйрӑмми кунта ҫакӑ ҫеҫ: халь вӑл хӑй пуяссишӗн мар, колхозшӑн тӑрӑшнипе ҫапла хутор тӑрӑх чупкаласа ҫӳрет, унта-кунта кая-кая килет, тӗрлӗрен ӗҫсемпе чӑрманать. Полковника мӗншӗн линчлаймарӗҫ Тилӗрсе кайнӑ ҫынсем, индеецсем пек ҫухӑрашса, Шерборн ҫурчӗ патнелле кӗпӗрленсе чупрӗҫ, ҫул ҫинче пӗр-пӗр ҫын тӗл пулас пулсан, ӑна ҫавӑнтах таптаса тӑкнӑ пулӗччӗҫ вӗсем. Йӗрӗнчӗк эсӗ! Пирӗн атакӑна кӗрсе каҫса каясси ҫеҫ юлчӗ. Мана вӑл шель туйӑнчӗ, ун умӗнче лайӑх мар пекчӗ тата — сан хӗрӳ ӑҫта? тесе ыйтас килетчӗ. Ҫапла майпа вӑл Щукаре ҫывӑхри тӑкӑрлӑка ҫити вирхӗнтерсе каять. Янси лаша ҫинчен сиксе анса, кантрине пӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра пит те хыттӑн шавлани илтӗнсе кайрӗ, — кун пек шавлани пӗтӗм тавралӑха вӑратма пултарӗ. (Пурте кулаҫҫӗ, алӑ ҫупаҫҫӗ.) Пурте пуҫтарӑнса ҫитрӗҫ. Павел, кайма пуҫтарӑнса, чӗлпӗре йӗркелеме тытӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра хайхи паровоз патӗнчи ҫын тӳррӗн тӑчӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫав ответа илтсен, халӑх тӗлӗнсе кӑна каймарӗ, тата йӗрӗннӗ пек те, тарӑхнӑ пек те пулчӗ. Пулни вӑл иртсе кайнӑ, малашнехи пирӗн алӑра, Грант капитан ҫинчен калаҫӑпӑр. Ку манӑн кӑмӑла килсех пӗтмерӗ. «Эсӗ, Бенжамин Ганн, кунтах юл! Акӑ сана мушкет, заступ тата лом, Бенжамин Ганн… Сирӗн хӗренӗре кабинетри сӗтел ҫинче курсаттӑм эпӗ. Ҫулҫӳревҫӗсен Грант капитана шыраса ҫӳрес шухӑшӗ те ҫук. — Мӗнле хуйӑра? Виле шӑршине сиссе пухӑннӑскерсем, ун таврашӗнче йытӑсем, выҫӑлӑхпа та ҫӑткӑнлӑха пула, ҫунса ялтӑракан куҫсемпе явӑнса ҫӳренӗ ӗнтӗ. Пӗр самантрах вӑл обер-ефрейтор патнелле ыткӑнчӗ, ун патнех пырса тӑчӗ те, хӗп-хӗрлӗ хӗрӗлсе кайса, хӗрарӑмпа хӑрамасӑр, ҫине тӑрсах, хӗрӳллӗн ыйтма тапратрӗ: — Хӑвар ӑна! Тусӗсенчен ҫирӗп пулма, малалла та кӗрешме чӗнекен ҫырусем килеҫҫӗ. Эпӗ сана кирек мӗнле тискер кайӑка та, кирек мӗнле вӗҫен кайӑка та тупӑп, кӑтартӑп; мӗскер тата ӑҫта — пурне те пӗлетӗп. Ҫитменнине тата санпа пӗрле пулас килчӗ, — хушса хучӗ вӑл татах та именерех. Эпӗ сирӗн вӗҫес кӑмӑла хисеплетӗп, анчах… Айртон пырсан-пырсан вӑкӑрсем лайӑх пӗлекен сасӑпа сывлӑша янтӑратса ярать. Базаров куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. — Паллах, юрать. — Питӗ аван! Хӗрарӑм, ҫапах та хӗрхенессе шанса, хӑйӗн хӗп-хӗрлӗ юнлӑ тутисемпе ҫав алтупанне чуптуса илме тӑрӑшать. Бальзамлӑ тусем ҫинчи ҫамрӑк пӑлан пекех васкавар пулсам». Пирӗн куҫсем ӑнсӑртран тӗлпулмассерен хам пӑхнинче чун туртманни ытла уҫӑмлӑн палӑрнӑ пек туйӑнать те, эпӗ ирӗксӗрех лӑпкӑ сӑнлӑ пулма тӑрӑшатӑп, анчах ун чухне вара эпӗ юри тунине сиснӗ пек туйӑнать те эпӗ хӗрелсе каятӑп, урӑх еннелле ҫаврӑнса тӑратӑп. Савнӑҫӗсем сире пурнӑҫра пысӑккисемех тивӗҫмӗҫ, ун вырӑнне кичемлӗхӗпе йывӑрлӑхӗ самаях нумай пулӗ… Уявра чикӗ тӑрӑх халӑх ҫӳресси ҫинчен Польша ҫар пуҫлӑхӗсене малтанах пӗлтернӗ пулсан та, чикӗ леш енче унтан сехӗрленсе ӳкнӗ. Анчах хӑнасем ут кӗтӳне астуса пӑхиччен нумай малтантарах. Вӑл кӗске кутлӑ кӗрӗк тӳмисене хуллен вӗҫертнӗ те нумайччен аллине шилетки патне яма хӑтланса тӑнӑ. — Сан пиншакна илсе килтӗм эпӗ, тӑр, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллине вӗҫертесшӗн кӑшт ҫеҫ туртса. — Ку тӗрӗс, — терӗм эпӗ, — Дмитрипе туслӑ пулни маншӑн усӑллӑ, анчах эпӗ уншӑн усӑллӑ пулма пултараймастӑп: вӑл манран пин хут лайӑхрах. «Тен, сана эпӗ каласа панӑ портрета ӑҫта та пулин курма тӗл килӗ. Курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, нимӗҫсен Мускав ҫывӑхнелле татса кӗме май килнӗ. Озеров полкӗн пӗр ҫул кӑна ӗнтӗ: нимӗҫсем йышӑнса илнӗ пунктсенчен аякран ирте-ирте кайса, мӑн ҫулсем ҫине пырса тухмасӑр, ҫын ҫӳремен ҫулсемпе тата ҫулсӑр та вӑрмансемпе, шурлӑхсемпе хӗвелтухӑҫ еннелле каймалла. Ку тӗрӗс те пулӗ тен. — Ну, куратӑн пулсан, уншӑн саламлатӑп. Огнянов чӗреслетсе ҫӑван ҫумӑр витӗр хирӗҫ пыракан халӑх хушшинче кӗтмен ҫӗртен пӗр паллакан хӗрарӑма курах кайрӗ. — Портрет сире никама та аса илтермест-и? Анчах Голос ҫав тискер ӗҫе тума хушнӑ хурахсем графиньӑна хӗрхенеҫҫӗ те, пӗчӗк ачипе пӗрле вӑрманти шӑтӑка хӑварса, мӗн пулсан та пултӑр тесе каяҫҫӗ. «Черкес хӗрарӑмӗсем питӗ хитре тесе шутланӑччӗ эпӗ», — терӗ мана Григорий Александрович. Лось хапхана уҫрӗ те ҫӳлех ҫӗкленнӗ Марса тӗмсӗлсе тӗпчет. — Ҫӗрпе Марс хушшинчи ҫула эсир вӑтамран миҫе уйӑхра вӗҫсе тухасшӑн? — кӑранташ вӗҫне тӗсесе ыйтрӗ Скайльс. Кунта, хӳтӗре, халӗ те-ха кӗртен пытанса юлнӑ ешӗл ҫулҫӑсем курӑнкалаҫҫӗ. Соацерӑн кӑвакрах ӗлкисем, симӗспе витнӗ лаптак тӑррисен картлашкисем, пӗвесен тӑрӑхла тӗкӗрӗсем, витӗр курӑнакан башньӑсем сӑртлӑх хыҫӗнчен тухнӑ май анлӑлансах пыраҫҫӗ те янкарлӑ горизонта путаҫҫӗ. Тӳрех лартнӑ ыйтӑва хирӗҫ чӗнекен никам та пулмарӗ. — Ну… питӗ те питӗ лайӑх, — терӗ Лось Гусева аллине тӑсса парса, — ыранччен. Утрав пуҫлӑхӗ пӗрре турткаланса тӑмасӑрах мана йышӑнма сӑмах панӑ. Ҫавӑн пек шухӑшланӑ, туйнӑ пуль вӑл, тетӗп эпӗ. Гусев хӗпӗртенипе кулать. Асапланакан ҫын тумтире кӑшӑртатни тата сайра-хутра вӑл нимӗн шанчӑксӑр пулӑшу ыйтса кӑшкӑркалани ҫеҫ вӑрманти шӑплӑха вӑратнӑ. Залра пуринчен ытла вӗренекен ҫамрӑксем — гимназисткӑсем, гимназистсем, училищӑра вӗренекенсем. Пурне те вӗсене кунта митингран ытла спектакль курасси илӗртсе кӗртнӗ. Ӑҫта унта! Ҫав вӑхӑтра сулӑ тата икӗ миле яхӑн кайрӗ. Телей патне тесе ӗненеттӗм вара. Ҫавӑн пек пулса пыни вӑрҫӑра та ӑнса пычӗ — вӑрҫӑ пуҫланнӑ чух вӑл подполковникчӗ, 1942-мӗш ҫулхине ҫуркунне вӑл генерал-майор та пулнӑ иккен. Мана хам ҫӳревҫӗ пулнӑ пирки ӳпкелешме пултарни ҫине ответлесе, эпӗ хамӑн хисеплӗ вулаканӑмсемпе татӑклӑнах уйӑрӑлса, Редрифри хамӑн пахчана каятӑп. Унта эпӗ гуигнгнмсен тараватлӑ ҫӗршывӗ ҫинчен асӑнса киленетӗп, ехусене хӑйсем вӗренме пултарнӑ таран вӗрентме шутлатӑп, тӗкӗр ҫинче хам епле курӑннине час-часах пӑхатӑп, ҫапла туса, май пулсан, хама ҫын евӗрлӗ тыткалама хӑнӑхса пыратӑп, гуигнгнмсем ман ҫӗршывра тискер ӗҫсем тунишӗн хытӑ тарӑхма тытӑнатӑп. «Мухтав турра! — терӗ Максим Максимыч, ҫав вӑхӑтра чӳрече патне пырса тӑнӑскер. Ҫурта юсамалла ӗнтӗ, анчах вӑл нимӗнех те мар, пӗр-ик ҫул ним мар ларать-ха… Ҫакна мӗнле те пулин сӑмахпа каласа парасчӗ… анчах тепӗр чухне хӗр куҫӗсем мӗнле ялкӑшнине е тата ун пек хӗрача куҫӗнчен пӑхакан ҫамрӑк чӗрине мӗнле туйӑмсем ҫавӑрса илнине резецпа та, кистьпа та, ҫав тери хӑватлӑ сӑмахпа та каласа пама май ҫук. Анчах, пӗшкӗннӗ пулсан та, вӑл темӗн пысӑкӑш курӑннӑ. — Хутаҫсем ҫинчен шухӑшларӑм эпӗ, — именсе каларӗ Паганель, анчах эпӗ ҫав териех манса каятӑп… Эпӗ асӑрхарӑм: лайӑх, начар, усал тесе вӑл сахал калать, анчах яланах тенӗ пек: кулӑшла, йӑпанмалла, интереслӗ, тет. Ну, — мӗн тума пулать-ха пӗр кӗренкке тарпа? — Вӑл пырать! — терӗ хӗр Николая. Американецпа португал килсе тухни Дик Сэнд асапӗн пуҫламӑшне пӗлтерет пулин те, вӑл вӗсем килессе тӳсейми кӗтрӗ. — Отметкӑсене пӑхӑр, — терӗ Илья хулпуҫҫине хускатса илсе, анчах хӑйӗн куҫӗсем тинкерсех садалла, пӗлӗтелле пӑхрӗҫ. Анчах мана король майри ӗмӗтне мӗн майпа тума пултарасси аптратсах пӑрахрӗ. Эпӗ часах тавҫӑрса илтӗм: ку ҫапкаланчӑксем нимӗнле герцог та, нимӗнле король те мар, вӗсем чи путсӗр ултавҫӑсем ҫеҫ. — Ку япала мӗн иккенне пӗлместпӗр пулсан, мӗнле тӑвӑпӑр-ши эпир ӑна? Ыттисем иккӗшӗ пӗрне-пӗри кансӗрлесе, тӑвалла хӑпарчӗҫ те пирӗн самолет хӳри патнелле майлашса тӑма пӑхрӗҫ. — Ларӑрах, ларӑр! — аллипе сулса илчӗ те Юргин, хӳшше кӗмесӗрех ыйтрӗ: — Разведкӑна каяс текенсем пур-и кунта сирӗн? — Ҫапла. Ме, туртса пӑх… — терӗ. Ҫиме мар, апат ҫинчен шухӑшлас та килмест унӑн. Халӗ вӑл пурне те пӗлсе, урӑ ӑс-тӑнпах тума тытӑнчӗ. Хӑй карапӗ пирки Билль Галлей питех тӑрӑшмасть. Ромашов минутлӑха чарӑнчӗ те палаткӑсем хушшинчи хутлӑхра хайӗн фельдфебельне, пӗчӗк, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, нӑтӑркка Рындӑна курчӗ; вӑл, тискеррӗн те киревсӗррӗн ятлаҫа-ятлаҫа, Хлебникова питрен чышкӑсемпе хӗнет. Ӑна пурте юратаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑл нихҫан та ерҫмест, пӗрмай хӑнасем киеҫҫӗ, хӑнасем анне ҫине пӑхаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӑй чипей. Ҫак калаҫу манӑн пӗтӗм юна хускатса ячӗ. Амӑшӗ ҫавна асӑрхарӗ. Пире иксӗмӗре хуҫасем ӗҫлеме тытнӑ, анчах хӗнеме камӑн кӑна вӑй пур, ҫав пултарать. Лодыжкин ҫиленчӗ те картусне тӑхӑнчӗ. Анчах итле, Джим Гокинс, ырӑ ӗҫ ырӑ ӗҫшӗн пултӑр: эсӗ Тӑсланкӑ Джона мӑйкӑчран хӑтарӑн, — терӗ вӑл. Марс уйӗнчи радиостанци пуҫлӑхӗ Лося паян вӑрттӑн хумсене йышӑнма йыхравлать. Пӗри вӗсен тухтӑр пулас? Унтан тислӗк нӑрри йӑраланса тухрӗ, вӑл хӑйӗн шарне паттӑррӑн малалла тӗртсе пырать. — Вокзала ӑсатса ярӑр мана. Вӗсене мӗн чухлӗ ытларах уйӑратӑн — вӗсем ҫавӑн чухлӗ ытларах усалланса каяҫҫӗ, тата вӗсем ҫумне ҫыпҫӑнса алла та варалас мар», тесе тавӑрчӗ. — Гопака апла ташламаҫҫӗ, тупата апла мар. Мӗншӗн-ха эпӗ аташса кайма пултарайман? Хулари паллӑ ҫынсем малти партӑсен хушшине вырнаҫрӗҫ, бей те ҫавӑнта ларчӗ, ӑна кунта ятне чӗнтернӗччӗ ӗнтӗ. Автора хӑшпӗр условисем тӑрӑх ирӗке кӑлараҫҫӗ. Кондрат пилӗк ҫуллӑх планне пурнӑҫлакан ҫӗршыв епле нушасем тӳссе ирттерни ҫинчен шухӑшласа илет те ҫӗтӗк-ҫатӑкран тӗртсе тунӑ ҫивитти айӗнче чышкисене чӑмӑртать. Хӗвеланӑҫӗнчи рабочисене вӗсем коммунистсем майлӑ пулманшӑн хӑй ӑшӗнче тарӑхса ҫапла калать: «Эсир пире хӑвӑр хуҫӑрсем тӳлекен лайӑх шалушӑнах сутрӑр! Хӑрӑлтатать. Амӑшӗ хытӑ ҫухӑрса ун тӗлӗнче вӗҫсе ҫӳреме пуҫларӗ. Тарӑн шухӑша кайса, пуҫне усса, вӑл йӗри-тавра ним те курман. Вара Умрихин хӑвӑрт махорка купи патнерех куҫса ларчӗ. «Кам хулӑ тытмасть, ҫав ачана пӑсать», — тенӗ турӑ ҫырнинче. Эпир летчиксен шкулӗнче вӗренетпӗр, анчах пӗрре те хальхи летчиксен шкулӗ пек мар! — Мӗн турӗ-ха апла вӑл? Кунта, кӗтесре, мӑян-курӑксемпе хупланса, кӑштах ҫӗр ӑшне путнӑ сарлака чул хӑма выртать. Электричество ҫуттин кӗмӗл пайӑркисем хӑш-пӗр тӗлте шыв тумламӗсем ҫине ӳкеҫҫӗ те пирӗн сулӑ шунипе явӑнса ҫаврӑнакан шыв ҫинче ялтӑркка хӗлхемлӗ пӑнчӑсем сирпӗнеҫҫӗ. «Тен эсир кунта кампа та пулин йӑпанса ларнӑ!.. Рузвельт темиҫе хӗрарӑмпа тӗл пулса калаҫнӑ текен хыпар та сарӑлчӗ, унпа тӗл пулса калаҫнӑ хӗрарӑмсем те тупӑнчӗҫ. Мура кайса кӗтӗрччӗ ҫак шӑлавар! Тӗрлӗ-мерлӗ хӑмасенчен мӗнле килнӗ ҫапла ҫапкаласа тунӑ хӳмесем унталла-кунталла чалӑшнӑ, вӗсен ҫумӗнчи калинккесем хӑрахшар тӑпсисем ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑраҫҫӗ, ӑна та пулин сӑран татӑксенчен тунӑ. Телее пула, икӗ сехет пырсан, эпир пӗр пит илемлӗ ешерсе ларакан пахчана пырса кӗтӗмӗр. Илья Артамонов ӑна ҫине-ҫинех:— Туй тума васка-ха эсӗ, унсӑрӑн вӗсем хӑйсемех васкӗҫ, — терӗ. Анчах та намӑссӑрлӑх — курӑнсах тӑрать, хаярлӑх — тарӑхтарать. «Эх, саламат ҫук», мӑкӑртатрӗ вӑл. Артамонов хӑйне мухтанине пӗрремӗш хут кӑна мар илтет, унӑн ҫав мухтакан сӑмахсем чӗререн тухманнине ӗненмесӗр тӑма сӑлтавсем те пулнӑ, ҫапах та вӗсем ун кӑмӑлне ҫемҫетрӗҫ. — Ну, юрӗ, тавтапуҫ! — Ҫӗнӗ ҫӑкӑр-и? Иртерех те тасалса ҫитме пултарӗ тен. Гавань уласа тӑракан аслати пек сасӑ тата куҫа ҫиекен тусан кӑларса тӑрать… Лайӑх мана, тата темшӗн, хӑрушӑ, турра та кӗлтӑвас килет, куҫҫулӗ те инҫе мар. Игнат юрлама чарӑнчӗ, Яков амӑшӗн аллинчен туяна илсе:— Лар! — терӗ. Ҫук, ӳкӗтлени кирлӗ мар вӗсене, пуҫӗсенчен шаккамалла та ҫапла каламалла: «Ан итле кулака, сиенлӗ ҫӗлен-калта! Калӗ: «Атя, ҫывӑрар!» — тесе, вӑл выртӗ… Итлерӗм те — чӑнах, ман ҫинчен: манпа мӗн-мӗн пулса иртни ҫинчен вулаҫҫӗ. Эпир, акӑ, аякран пӑхса тӑрас тетпӗр. Урама тухасшӑн васкать, сӑнӗсем пурин те ҫивӗччӗн ялкӑшаҫҫӗ. Эсӗ мӗн те пулин персе тыт, эпӗ кӑвайт чӗртетӗп. Закон тӑрӑх… — Закон ҫинчен калаҫма кирлӗ-и ӗнтӗ? Ҫакӑн ҫинчен шухӑшлама та, ҫакӑн пек сӑмахсене калама та хӑрушӑ пулчӗ, ҫапах та эпӗ вӗсене каларӑмах. Купецсен пичӗсем ҫинче ҫуйхану, тӗлӗнӳ, ӳпкелешӳ тӗкӗрленнӗ, пурте, темӗнле, тӑрлавсӑррӑн аптраса ларнӑ. Чӑнласах та, вырӑна ҫитнӗ хыҫҫӑн икӗ кун иртсен, мана его величество патне илсе кӗртрӗҫ, чи малтанах мана трон патне хырӑмпа шуса пыма тата урайне чӗлхепе ҫулама хушрӗҫ. Эпӗ карчӑксенчен: мӗнле Гликери вӑл, Нагульнова мар-и, тесе те ыйтнӑччӗ. Шкул ачисенчен пӗр аслисем ҫеҫ хӑйсен билечӗсене пуҫтарса усранӑ, библи илесчӗ тесе, вӗсем ҫеҫ нумай вӑхӑт хушши тӑрӑшса вӗреннӗ, — ҫавӑнпа та ун пек парне парасси сайра хутра ҫеҫ пулкаланӑ, вӑл паллӑ тума тивӗҫлӗ япала пулнӑ. Виҫ хут хӗрес хывса кӗлтуса пӗтерсен, старик картузне тӗплӗн пусса тӑхӑнчӗ те вырӑнтах юсанкаласа илчӗ, унтан калаҫма пуҫларӗ. Эсӗ ӑна Мугуэль Диаза панӑ. Эсӗ начар вӗренетӗн вӗт. Эсӗ те ҫав!.. Пӗрре пиллӗх илетӗн, халӗ авӑ каллех ҫав влаҫах юратса пурӑнма тӑрӑшатӑн! — хӑпма пӗлмерӗ карчӑк, хӑй ывӑлӗ Яшка «влаҫа улӑштарма» килӗшменнине ниепле те ӑнкарса илеймесӗр юлнӑскер. — Эпӗ сире вӗрентетӗп. Уйӑх ҫине кайса килни ҫинчен ҫырнӑ калав тӑрӑх эсӗ 354-шар сехет тӑсӑлакан кунпа каҫ хушшинче температура мӗнле улшӑнса тӑнине пӗлетӗн ӗнтӗ. Мӗскер тумалла халь — йӑлт аптраса ӳкрӗмӗр. Пуринчен те йывӑртараххи — Рокоссовский, тенине илтнӗччӗ эпӗ. «Ҫаплах ӗнте нумайлӑха, ӗмӗрлӗхех-и тен, тӑван килтен пӑрахса каятӑп», тесе шухӑшласа илчӗ те Андрей, сасартӑках хӑраса кайрӗ. Дик Сэнд ҫывӑрса кайрӗ те икӗ сехет хушши ҫав тери лӑпкӑн ҫывӑрчӗ. Погром вӑхӑтӗнче, монтёрпа пӗрле электростанцинче еврейсен ҫемьисене пытарнӑ хушӑра, вӑл Тоньӑпа урлӑ пулнине пӗтӗмпех манса кайнӑ. Паян акӑ темӗншӗн каллех унпа курнӑҫас килсе кайрӗ. Халӑхӗ те тӗттӗм унта. Мана свидетельсем кирлӗ. Хура Урасем вӑл вӑхӑтра Монтан штатӗнчи чи илемлӗ Икӗ Талисман ятлӑ юханшыв хӗрринче лагерьте тӑнӑ. Чиркӗве те амӑшӗпе пӗрле ҫӳрет вӑл, мӑнаҫланнӑ хӗрарӑмсем пурте ҫавӑнпа ӑна питӗ мухтаҫҫӗ. Хуллен, чӗрне вӗҫҫӗн пырса, старик хушӑк витӗр сӗтел умне ӳпӗнсе ларнӑ ҫыннӑн пуҫне пӑхса тӑрать. Ун патне Клавдия Михайловна госпитале пынӑ ҫырусене ярса панӑ иккен, ҫавӑнтах вӑл Алексей мӗнле пурӑнни ҫинчен, унӑн ӗҫӗсем мӗн тери ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен, хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртни-кӗртменни ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Старик пукан ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленнӗ те, ҫара урисемпе тӗрӗс мар пускаласа, кукӑрӑлса, тулалла тухнӑ. — Кирлӗ сана. Мана час-часах ӑна каҫхи апат ҫиме чӗнмешкӗн яратчӗҫ, эпӗ вара лавка хыҫӗнчи тӑвӑр, пӗчӗк пӳлӗмре лавка хуҫин хӗрлӗ питлӗ ухмахрах арӑмӗ Викторушкӑн е урӑх каччӑн чӗрҫи ҫинче ларнине темиҫе те курнӑччӗ. — Эсӗ-и? Ҫавӑ ӑна ывӑнтарчӗ, вӑл куҫӗсене хупрӗ; эпӗ унӑн кӑвак чӗрнеллӗ, вӑрӑм сивӗ пӳрнисене алӑпа ачашларӑм, хӗр хуллен йӑлӑнса каларӗ: — Евгений Васильевич, килӗшӗр, пожалуйста! Тахӑш тӗлтен хурлӑхлӑ, виле такмакӗ пек чуна ыраттаракан юрӑ аран-аран илтӗннӗ; караван ҫинче хуралҫӑсем кӑшкӑркаланӑ, пӑрахут, пӑс кӑларса, ҫиллессӗн чашӑлтатнӑ… — Петька-и? Пурте ответлеме васкаман Кольхаун ҫинелле пӑхрӗҫ. Генерал ывӑлӗ килте, — терӗ мана швейцар. Атте малтанхиллех кулкаларӗ, унтан шухӑша кайрӗ, карӑнчӗ те тӑчӗ. Юлашкинчен ҫапла, пӗрре, поляк помещикӗ патӗнче, залра, мӗн пур дамӑсем ун ҫине пӑхнине кура, пуринчен ытла хампа ҫыхланнӑ хуҫа арӑмӗ те пӑхнине кура, эпӗ ӑна хӑлхаран кӳренмелле сӑмах каларӑм. Турра ӗненекен Филимонихӑ турӑ ятне асӑнсанах, кӗлӗри пек, пуҫне уснӑ, хӑвӑрт сӑхсӑхма пуҫланӑ; акӑ тинех ӗнтӗ Лушка чаплӑн, анчах халӗ арҫын пек хытӑ та ҫирӗп каласа пӗтернӗ: — …Турӑ ҫынсене намӑс валеҫнӗ чух, ӑна пайӑн-пайӑн уйӑрса панӑ чух, эпӗ килте пулман, вӑйӑра пулнӑ, каччӑсемпе ҫӳренӗ, чуп тунӑ, савнӑ. Кантӑк рамисем лайӑх, анчах иккӗмӗш хучӗсем — мӗнле вӗсем, пур-и вӗсем? Ҫыран тӑрӑх утнӑ май эпӗ хӑрах куҫпа атте килмест-ши тесе пӑхкалатӑп, теприпе юханшыв мӗн те пулин юрӑхли илсе килессе кӗтсе сӑнатӑп. Пӗр вунпӗр сехет тӗлнелле ирхине Володя батарейӑри офицерсен ушкӑнӗнче ларнӑ. Комендант шоссе ҫине сиксе анчӗ те хӑйӗн ывӑлне латыш чӗлхипе темӗн каларӗ. Ҫӗршывӗ манӑн, паттюшка, питӗ аякра, Амченск хулиех… — Вӗсем пӗр вӑтӑр ҫул каялла вӑйлӑ та хӑватлӑ йӑхсем пулнӑ, анчах кайран вӗсене сӑртсен хыҫне хӑваласа янӑ, халь ӗнтӗ вӗсем, индеецсем, мӗн таран лӑпланма пултарнӑ май килӗшӳллӗ пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Вунвиҫӗ кун нимӗн пӗлмесӗр выртнӑ хыҫҫӑн Корчагина тӑн пырса кӗрет. Чиперскерӗм! Мӗн тесе пӑхӑннӑ ман Эпӗ мӗлкесене?» Унтах хӑех ответ панӑ: — Эсир хӑвӑрӑнне, хамӑрӑн пурсӑмӑрӑнне вӑрланӑ! Унта Мечкӑ ялӗ патӗнче аслӑ пухура пулчӗ, майӑн пӗрремӗшӗнче пӑлхав хускатасси пирки сӑмах татса таврӑнчӗ. Ушкӑнсен командирӗсем парадри пекех юрласа ячӗҫ: — Пӗ-ӗ-рр-е-мӗш… Ҫул ҫинче Оперов мана Зухин кӑмӑлӗ тата вӑл епле пурӑнни ҫинчен пайтах каласа кӑтартрӗ, киле ҫитсен, хам пӗлме пуҫланӑ ҫӗнӗ ҫынсем ҫинчен шухӑшланипе, манӑн вӑрахчен ыйхӑ килмерӗ. Темӗнле туйӑнать мана, чӑн та, эпӗ ку ҫынна, юлашки вӑхӑтра шеллеме пуҫларӑм пулин те, вӑл мана нихӑҫан та кӑмӑла кайман, — анчах вӑл вилнине курсан, эпӗ макӑрса ятӑм. Нимӗнле хитрелӗх те ҫук. Белецкий хӗрсене тем пӑшӑлтатрӗ, вара сасартӑк вӗсем пурте пӳртрен пӑлтӑра чупса тухрӗҫ те алӑка питӗрсе лартрӗҫ. — Халлӗхе Фужер вӑрманӗнче. Турӑҫӑм, пултарайсанччӗ эпӗ! — Вӑхӑт пулсан, килкелесе кай, тӑхлачӑ! — Эх, аппа! — йывӑррӑн сывланӑ Игнат. Хамӑр таврари япаласене миллиард хут пысӑклатас пулсан, виҫе калама ҫук пысӑк пулнӑ пулӗччӗ. Эс ҫавна асту — ачасем те хӑйсен вӑййисенче пӗр-пӗринчен иртме пӑхаҫҫӗ. Акӑ ӑҫта илсе ҫитерчӗ сана хӑвӑн хисеплӗхӳ — тӗрмене! Банникшӑн та, ыттишӗн те пӗтӗмпех пӗр харӑс ответ тытӑп… — Питӗ аван пек курӑнать, — терӗ те старик, каллех тутисене йӗрсе, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисене антарса та хучӗ. Ачасем тӗмескене ҫийӗнчех чакаласа пӑхнӑ. Чӗрем ҫурӑлать, ӑшӑм ҫунать. Эпӗ ӑна пӑрахрӑм, сирӗншӗн пӑрахрӑм ӑна! Эпӗ ҫакна асӑрхарӑм: эсир, совет ҫыннисем, калама ҫук ҫивӗч куҫлӑ, хӑвӑр курнисене те лайӑх асра тытатӑр, анчах вӑйсӑр — ан кӳренӗр, — питӗ вӑйсӑр… мӗн тума… типлама, ҫапла-и? Вӑл пурӑллӑ прери еннелле юхса выртать. — Каяр часрах! — хуллен кӑшкӑрчӗ амӑшӗ, унӑн питне тутӑрпа шӑлса. — Пӗр сана ҫеҫ хӗрхенетӗп, унсӑрӑн ман пуҫӑм тахҫаа… нах ирӗкре пулмалла, туршӑн та, туршӑн та. Пусма картлашкисене пӑшал кӳпчекӗсемпе персе янратакан сасӑ ҫывхарса килчӗ. Кометӑн хӳри мӗншӗн яланах Хӗвеле кутӑн тӑнӑ пирки Ломоносов нумай шухӑшланӑ. — Ура, гарнизон! Хӗрарӑм йӑл кулатчӗ, вӑл пурне те сарлака, ӑшӑ ывӑҫ тупанне паратчӗ те кирлӗ мар сӑмахсем калатчӗ: — Аван-и? Автор струльдбругсемпе тӗплӗн паллаштарать. Ҫак тӗлӗшпе вӑл струльдбругсен хӑшпӗр паллӑ ҫыннисемпе калаҫать. — «Кам шыва кӗртнӗ?» Каялла каймалли ҫул ҫапла пуҫланчӗ, ывӑнма пӗлмен шыравҫӑсемшӗн ҫакӑ питех те кичем ҫул пулса тӑчӗ!.. Александра Ивановна пӳлӗме шала иртрӗ, пальтине хывмасӑрах, асӑрхана-асӑрхана, ун кровачӗн хӗррине пырса ларчӗ. Маринкӑн пӗчӗк аллисем ҫаксене пурне те касса, тарелкӑсем ҫине ҫиес килмелле майласа хучӗҫ. Анчах ҫӗленӗн юлашки ҫывлӑшӗ ҫывхарса килет, явкаланни вӑйсӑрланать. — Апла пулас ҫук! — Ҫаплах ҫав. Ҫакӑн хыҫҫӑн, паллах, ӗҫ хӑй патне ҫитрӗ. — Лешӗ ҫӗре мӗнле пырса тӑрӑннине эп хам куртӑм, тет. Пӗр шӑрӑх кун Павка Климка патӗнчен тавӑрӑнчӗ те, пӳлӗмӗнче сӗнккелесе ҫӳренӗ хыҫҫӑн, нимӗн ӗҫ тума аптӑранипе, хӑйӗн юратнӑ вырӑнне — пӳрт хыҫӗнчи сад кӗтессинче ларакан хурал пӳрчӗ тӑррине улӑхса ларма шут тытрӗ. Ҫав кунах, каҫхине, тата паллӑрах ӗҫ пулса иртрӗ. Тепӗр хут та чӗнтӗм ӑна, хальхинче вара леш тӗнчерен ним чухлӗ те хавасланмасӑр нимӗҫ десанчӗ иртӗхекен ҫак пӗчӗк катана таврӑннӑ пек нӑйкӑшса та пулин сасӑ пачӗ. Яхта святой Георгий каналне кӗчӗ, Ирланди тинӗсӗ урлӗ каҫрӗ те, майӑн 16-мӗшӗнче Клайд заливӗнче пулчӗ. — Е вӑл ухмаха ернӗ-и мӗн? Сасартӑк ман алла Гонкурӑн романӗ «Земганно тӑванӗсем» пырса лекрӗ, эпӗ ӑна тӳрех пӗр каҫрах вуласа тухрӑм, вара ку таранччен курман темскерле япаларан тӗлӗнсе кайнӑскер, хурлӑхлӑ, простой историе тепӗр хут вулама тытӑнтӑм. Вӑл ыйтнине Талькав илтмен пек пулчӗ. Матрос, шухӑша кайса, пӑрахут аяккине ҫапса лартнӑ пысӑк йӗс пӑта ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан пуҫне ҫӗклерӗ те хӗр ҫине, унӑн йӗтӗн пек ҫутӑ ҫӳҫӗ ҫине пӑхрӗ; ҫилпе куштӑрканӑ пичӗ ҫинче аран курӑнакан ырӑ кулӑ палӑрчӗ. Самантран вӑл каллех алӑка уҫрӗ. — Ҫамрӑк ҫыннӑм, — терӗ Георгий, шӑрпӑк ҫутнӑ май аслӑраххин питне ҫутатса. Анчах пӗрне те ун хӑйӗн арӑмӗ вырӑнӗнче курас килмен… Пашт пӗчӗкҫӗ кушак ҫури пулнӑ чухнех ӗнтӗ Мартини ӑна корзинка ӑшне лартса хӑйпе пӗрле Англирен Италие илсе килнӗ, мӗншӗн тесен хуҫи арӑмӗн унпа аппаланма вӑхӑт пулман. Павел, заняти пӗтнӗ хыҫҫӑн, партин агитпроп пӳлӗмне пырать те агитпроп ларӑвӗ уҫӑласса кӗтсе, кӗнеке шкапӗ хыҫӗнчи уҫӑ чӳрече ҫине ларать. — Эпир те — пичеврисем мар. Тихон юри тарӑхтармалла йӗкӗлтени курӑнсах тӑрать. Мухтавлӑ шӑплӑхра суккӑр хӑй флейтине калать; эрех сыпкаласа тем пек хӗрнӗ пулсан та, ҫав хура флейта сассине ниҫтан итлесе тӑранаймарӗҫ. Эпӗ те хӑраса карӑм, вӗсем патнех чупса пытӑм, казакӗ хӗрарӑма ҫан-ҫурӑмӗнчен урлӑ ярса тытрӗ, ӑна карлӑк урлӑ ту ҫинчен аялалла персе ячӗ, хӑй хыҫҫӑн сикрӗ, вара вӗсем иккӗшӗ те ту хӗрринчи курӑк ҫийӗпе хура купа пек аялалла йӑванса анса карӗҫ. Урам вӑтаҫӗрӗнче — пасар площачӗ. — Ҫынсем мӗнрен кулаҫҫӗ, мӗн ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, — тет Варенька хӑйӗн янӑравлӑ сассипе, кашни саспаллие уҫӑмлӑн каласа, — шӑпах ҫавӑнта эсӗ мӗнле те пулин курман-илтмен ырӑ япала тупма тӑрӑшатӑн. — Ҫук, курман. Эсир, сан йышшисем, тӗнчери революцие пӗтерсе хуратӑр!… Эпир кӑшкӑрса ятӑмӑр, анчах та халь ӗнтӗ кайран пулчӗ: тепӗр самантрах эпир мӑй таран шыва анса тӑтӑмӑр, пирӗн йӗри-тавра вилӗ кӑвакалсем ишсе ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ нихҫан та обчествӑна хирӗҫ пыман. Тем ун пек мар пек туйӑнать. Ҫак шухӑшсемпе лӑпланса, Яков Лукич тӗлӗрсе кайрӗ, пӗр хушӑ канӑҫсӑр та йывӑр ыйха путрӗ. — Тӗлӗнмелле! — пӑшӑлтатрӗ Дик Сэнд. Бен Роджерс килтен час-час тухса каяймастӑп, вырсарникунсенче кӑна тухайратӑп, ҫавӑнпа ку ӗҫе ҫитес вырсарникун тытӑнма ҫук-ши тесе ыйтрӗ, анчах ытти ачасем пурте вырсарникун ҫын вӗлерни е ҫаратни ҫылӑх, ҫавӑнпа ун пирки сӑмахлама та кирлӗ мар терӗҫ. — Аялти парӑссемпе, марсӗлсемпе тата бом-кливӗрсемпе, сэр! Шурӑ скала курӑксен хушшинчен лайӑх курӑнать, анчах вӑл манран чылай инҫетре, ун патне ҫитиччен мана сахал мар вӑхӑт ирттерме тиврӗ. Эпӗ тӗмесен хушшине тӑват уран упаленсе пытӑм. Хӑй пӗччен юлсан, пӗр-пӗр япалана илетчӗ те ӑна нихҫанхи пек мар тимлӗн хыпашласа сӑнаса ларатчӗ, унтан, ӑна калле хурса, ҫав япалан кӳлепи-калӑпӑшне тепӗр хут «курма» тӑрӑшатчӗ. — Эсӗ мана качча пымастӑн эппин? Чӗррисем пурнӑҫ ҫинченех шутлаҫҫӗ. Атте ӑна, ҫухаран ҫавӑрса илсе, кровать ҫинчен тӑратать те алӑкран тӗртсе кӑларать, ҫав кунах килтен те пуҫӗпех хӑваласа ярать. Кунсӑр пуҫне, Лукашкӑпа амӑшӗ старике, кӳршӗ тесе, час-часах эрех, каймак е ыттине мӗн те пулсан паркаланӑ. Ун ҫине ҫавӑнтах темиҫе туземец сиксе ӳкрӗ, Негоро килсе ӗлкӗрмен пулсан, вӗлеретчӗҫ те пуль. Мӗнлисене те пулсан вулакалатӑн-и? Кукамай, тимӗр шапа хуранӗнчен тунӑ табак пуракӗ ҫинчи портрета шухӑша кайса пӑхаканскер, нимӗн те шарламарӗ. Симурден вара хӑйне хӑнӑхса ҫитнӗ вырӑнта пулнӑ пекех туйрӗ. — Ӑнланатӑп, — терӗ Гешан. — Мӗнрен? — терӗ Санин. — Тьфу! Лилипути императорӗ унӑн шухӑшӗсене мана пӗлтерни ҫинчен нимӗн те пӗлмен, ҫавӑнпа эпӗ Блефускуна кайнине эпӗ посолсене панӑ сӑмаха йӑла тӑрӑх тума кайнӑ тесе анчах шутланӑ. Красноармеецсен цепӗсем, ҫула пӳлсе тӑракан постсене нимӗн сывлӑш ҫавӑрса илме, чарӑнса тӑма памасӑр штыксемпе сирсе пырса, урамсене каплана-каплана тулма пуҫларӗҫ. Тӗттӗмрен ҫутӑ кӑшӑлне тухнӑскер, вӑл тӑпах чарӑнчӗ те лавҫӑсем ҫине, «пӑхӑр-ха, мӗнле илемлӗ кулатӑп эпӗ!» тенӗ пек, пӗр ҫур минут чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Ахаллӗн ҫав ниме те вӗрентмен, нимӗнле ӑсе те ҫук ҫӑкӑр татӑкӗ, хӑйне ҫав тери пысӑк ӗҫпе ярсан, ҫавӑн пекех ӑслӑн хӑтланма пултарас ҫукчӗ темелле. Атаки ҫав тери ӑнӑҫлӑ пулчӗ, нимӗҫсен стройӗ ҫавӑнтах арканса каёрӗ. Сыв пул, ват кӑркка!.. Вӗсен хушшинче Яков Тарасович анчах лӑпкӑ пулнӑ, ҫитменнине — ҫак мыскара унӑн кӑмӑлне кайнӑ пекех туйӑннӑ. Унтан вара тӳрех ҫак куна, ҫуса тасатса тумлантарнӑ анне ҫӗре кӗнӗ куна, аса илтӗм. Ну, кун пирки ним тума та ҫук ӗнтӗ! Ҫӗрле кунта кашни кӗтесре вилӗ мӗлке курӑннӑ пек туйӑнать, картишӗ те тӗксӗм, хӑрушӑ, анчах халь ак ҫутӑ, лӑпкӑ та канӑҫлӑ, йӑпанмалӑх та пур. Вӑл — калама ҫук аван ҫын, чӑннипех emancipee малта пыракан хӗрарӑм. Виҫӗ кун хушшинче спектакль хатӗрлеччӗр. Виҫӗ сехет хушши! — Ҫук, юратнӑ Аксель, вӑйсӑр хӗр сирӗншӗн чӑрмав пулмасан, эпӗ хӑвассӑнах сирӗнпе пӗрле пырӑттӑм. Хӗрлӗ Ҫарӑн сывлӑшри ҫар вӑйӗсен санаторийӗ шӑп ҫак дворецра вырнаҫнӑ пулнӑ та ӗнтӗ. Мересьевӑн пӗчӗк фонарь тупӑнчӗ. Профессор чӗннӗ ҫӗре пымасан, эпӗ хам сассӑма та памасан, мӗн пулса тӑрӗ апла? — Мана сӑмах парӑр-ха, — ыйтрӗ сӗтел умне хӗсӗнкелесе тухса тӑнӑ Аркаша. Вӗсем хӑйсем ӳкеҫҫӗ… — терӗ. Вӗри ҫӑлсемпе сиплӗхлӗ ҫӑл шывӗсем утрав ҫинче хуралнӑ лава айӗнчен тӗрлӗ ҫӗртен тапса тухаҫҫӗ, вӗсен парӗсем таҫта сапаланса каймаҫҫӗ, вулкан тӑприн ҫийӗпе сывлӑшра мӑкӑрланса тӑраҫҫӗ. — Ун чухне эп сирӗн кибиткӑн малти урапине шиналаса парсаттӑм!» «Калаҫмаллах, вӗҫлесе пӑрахмалла ку япалана, — шухӑшларӗ Ромашов, чӳречерен вӑркӑнса тухакан параплан кӗмсӗртетӗвӗпе те пӑхӑр трубасен сассисемпе илтми пулса ларнӑскер. Ҫавӑн пек пуласран хӑраса Джон Мангльс епле пӑлханнине аванах чухласа илме пулать. — Санӑн вӑрманне каснӑ чухнех лайӑхрах пӑхас пулатчӗ, Андрей Васильевич. — Ҫӗнтерекенӗ пӗтӗмӗшпех илет-и? — тесе ыйтнӑ Ривэра. — Тата ҫакӑн пек лайӑх йытта! — терӗ пӗчӗк Джек та, аллисемпе Динго пуҫне ҫавӑрса тытса. — Вӑл тӗрӗс пырать! — терӗ Павел. Анчах куҫҫулӗ тухмарӗ. Робертс судья каллех хӑй ӗҫне тума тытӑнать. Вӑл Пушкин поэмисем пулнӑччӗ. Анчах вӑл унта вӑрахчен тӑмарӗ: ҫывӑракан хӗрӗ енне пӑхса илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ — паттӑрлӑхӗ таҫта кайса кӗчӗ. Хула хапхинчен тухса эпир уй-хирсем тӑрӑх кайрӑмӑр. Кунта эпӗ аллисене тӗрлӗ ӗҫ хатӗрӗсем тытнӑ хресченсем нумай куртӑм, анчах вӗсем мӗн тунине эпӗ ниепле те ӑнланса илме пултараймарӑм. Кунти ҫӗр ҫинчи тӑпра питӗ аван пулнӑ пулин те, ҫывӑхра эпӗ тырпул акнӑ хирсем те, ҫарансем те курмарӑм. Курӑн, епле тирӗ сана ман хӗҫ! Пӗр сӑмахпа, Вӑтаҫӗр Африкӑра ку йӑла чылаях сарӑлнӑ. Анчах ансӑр пусма хушӑкӗнче вӑл мӑрье шӑтӑкӗнчи пекех кӗрлесе кайрӗ, вара Эвелина ҫумӗпе, пӗрне-пӗри хӑваласа, ачасен хаваслӑ ушкӑнӗ чупса иртрӗ. Базаров ун патне тепӗр кунне, сакӑр сехетсенче пычӗ. Ытла та сайралса юлнӑ, тӗлӗ-тӗлӗпе салана пуҫланӑ 12-мӗш арми, поляксен армийӗсем хӗссе пынипе, Киев патнелле чакса пынӑ вӑхӑтра — пролетари. республики хӑйсен ҫӗнтерӗвӗсемпе мухтанса пуҫӗсем ҫаврӑнса кайнӑ шурӗ. Вӗрӗр сӳнме пуҫланӑ лампада ҫине, сӳнтӗр вӑл… Майданниковсӑр пуҫне нормӑна нихӑшӗ те тултараймастӑр. Тавтапуҫ, эпӗ кӑна кӗтменччӗ. Мӗн те вӑл капла майпа ҫырӑвӗсем лайӑхрах сыхланӗҫ тесе шанса тӑнӑ пулмалла. Хӑвӑрӑн пуҫӑрта пӗчӗк те тӗксӗм, пӗркеленчӗк пит-куҫлӑ, шӗвӗр сӑмсаллӑ, аран ҫеҫ палӑракан сӑрӑ куҫлӑ пӗр аллӑ ҫулти пӗчӗк ҫынна сӑнлӑр-ха. Унан пӗчӗк пуҫӗ ҫинче лапсака ҫӳҫӗ кӑмпа шӗлепки пек курӑнать. Севастопольрен те, французсен лагерӗнчен те, ҫакна курма тесе, халӑх йӑтӑнса тухнӑ. Вӗсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн кӗпӗрленсе тӑраканскерсем, вилесем ҫине халиччен курманла, хӗрхенсе пӑхаҫҫӗ, пӗр ушкӑнран теприн патне куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ. — Эй, кун пирки ан та шутлӑр! — хаваслӑн пӑшӑлтатса илчӗ те Эмиль, чупса кайрӗ, чупнӑ май пуҫне тепӗр хут сулса илчӗ. — Гленарван. Телефонпа вӑрахчен сас памарӗҫ, тӑрсан-тӑрсан тин Катя сассине палласа илтӗм. Ӑна хӑйне те намӑсӑн туйӑнать пулӗ тен, анчах мӗн тӑвас-ха? Ӳт ачашланӑшӑн, урӑх ним мар… — Пӑхӑр-ха, хурӑн йӗрет, — терӗ Леночка, хӑруша самантра та хӑйӗн тӗлӗнмелле чӑрсӑр сӑнне ҫухатманскер. Тарма та пикенеҫҫӗ, анчах пӗлесси килнипе каялла таврӑнаҫҫӗ: мӗнле упа-ха вӑл, кун пек йӑванса пыраканскер? теҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл вӗлермелле тунӑ ҫын пурӑнӑҫне тӑсса пыма йӑлӑнать тесе те шухӑшлама май пулчӗ. Унта мӗне ӗненме пулать-ши? Уэлдон миссиспа Бенедикт пиччен тӗлли-палли те ҫук. Унӑн пӗчӗкҫӗ симӗс куҫӗсем Фомана хыпашланӑ. Анчах кунта эп аташаттӑмччӗ ӗнтӗ, хам аташнине питӗ лайӑх ӑнкараттӑм эпӗ… Анчах Федор Тимофеич урӑх йышши господин пулнӑ. Вӑл килтине ӗнтӗ нумайӑшӗ пӗлсе тӑнӑ пулин те, ҫак кунччен вӑл пытанса пурӑннӑ. Мирлӗ вӑхӑт пулнӑ пулсан ӗнтӗ, ҫак хир тин ҫеҫ сухаланине, талкӑшӗпех хуран курӑнса выртмалла, анчах халь кунта пӗр суха касси те курӑнмасть; хӑш-пӗр ҫӗрте тата хуҫисем пӑрахса хӑварнӑ лапчӑк сӗлӗ ҫӗмелӗсемпе хуратул ҫӗмелӗсем те курӑнкалаҫҫӗ. Ответ ҫук пирки Дуня пуҫне ҫӗкленӗ те… кӑшкӑрса ярса, кавир ҫине персе аннӑ. — Ну, ачамсем, — терӗ комендант татах приказ парса, — халӗ ӗнтӗ хапхана уҫар, барабан ҫапӑр. — Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр… Вӑл турӑ ҫинчен те, пулас пурнӑҫ ҫинчен те халиччен тахҫантанпах аса илмен пек аса илчӗ. — Мантӑн-им? — Унӑн вырӑнӗн хакӗ — ҫичӗ тенкӗ, анчах япалисем… Самантлӑха ҫеҫ ҫӗрпӳрт алӑкӗ уҫӑлчӗ те, Федькӑн хуратутлӑ пичӗ курӑнчӗ. Хӑй хумханнине тарҫисенчен пытарма хӗн пулнӑ ӑна. Питӗ тирпейлӗ шӑлса тасатнӑ, алӑксӑр-чӳречесӗр стена ҫумӗпе ҫӳп-ҫап ямалли шӑвӑҫ баксем, тимӗр-тӑмӑр валли уйрӑм ещӗк тата вӗсемпе юнашар, ҫунтаракан бомбӑсене сӳнтерме пулас, хӑйӑр тултарнӑ сакӑр килограмм кӗрекен хутран тунӑ пакетсем лартса тухнӑ килхушши питӗ тӑнӑҫ пек курӑнать, пӗр вӑтӑра яхӑн чӳрече умӗнче ҫак килхушши хӗрринче тӳссе выртма та май ҫук. «Лаша ҫине, Остап!» терӗ Тарас, козаксем патне вӑхӑтра ҫитсе ӳкме, вӗсене хӑйӗн ҫине тепре пӑхса илтерме васкаса. Пурӑнтӑм, анчах нимӗн те тӑваймарӑм, ни чуна валли, ӳт-пӳ валли… Мускавра унӑн тӑвансем пулман. Анчах та унӑн ҫав тери столицӑна курса ҫӳрес, хӑй пӗччен утма пултарнине тӗрӗслесе пӑхас, хӑйӗн ҫине пачах та ҫаврӑнса пӑхас ҫук халӑх хушшинче тӗрткеленсе ҫӳрес килнӗ. Троекуров, чи пысӑк званири ҫынсемпе те хӑйне мӑнкӑмӑллӑ тытма вӗреннӗскер, Дубровскине, вӑл пурлӑх тӗлӗшӗпе чухӑн пулнӑ пулин те, хисепленӗ. Пуринчен ытла кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн. Эпир ӑна Иван Павловичпа паллаймарӑмӑр та, ҫитменнине тата хамӑр юлашкинчен калани: «Драма театрӗнче пьеса курма лартӗ тата», тенӗ сӑмахсем ун хӑлхине кӗчӗҫех ӗнтӗ. — Ҫапла ҫав! Итле-ха, эсӗ мана ҫимелли тата ӗҫмелли пар, сурана кивӗ шарфпа ҫыхса яр, ҫакӑншӑн эпӗ сана, карапа мӗнле тытса пымаллине кӑтартӑп. Килӗшетӗн-и? Япони императорӗпе Лаггнегг королӗ пӗр-пӗрин хушшинче союз тунӑ, ҫакна пула вӗсем хушшинчи ҫыхӑнусем вӑйлансах пынӑ. Примерлӑ устав вуласа пачӗҫ, апла пулин те ыйтусем пама чарӑнмарӗҫ. Вӑл, ахӑлтата-ахӑлтата, аллине сулчӗ: — Кӑштах ачалла хӑтланатӑп эпӗ… — Кала ӗнтӗ, Сидорович, мӗн тӑсатӑн? — Давыдов куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫӗсемпе Шалый ҫине турех пӑхрӗ. Сиккипе чупнине курасчӗ санӑн — куҫна хупсан, ҫӗр курӑнми пулать. Ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ. Дунай кӑна мӗне тӑрать… Гэндспа унӑн юлташӗ, пӗрне пӗри пырсенчен ярса тытса, пӗри тепӗрне вӗлермеллех ҫапӑҫаҫҫӗ. — Юрӗ, юрӗ, — тавӑрчӗ ывӑлӗ, куҫхаршийӗсене пӗркелесе. Арҫын сӗтел ҫинчен лампа илсе хӗрарӑмпа пӗрле кӗнеке шкафӗ хыҫӗнчи пӗчӗк алӑкран кӗрсе кайрӗ. — Канас пулать, — терӗ вӑл, ку сӗнӗве никам та пирвайласа паманнине кура. Эпӗ ҫывӑхарах пытӑм та ӳсӗрсе илтӗм. Говэн шухӑша кайса, салхуллӑн: — Ку алӑка тупӑ етрипе кӑна шӑтарма пулать. Уртса янӑ пиншак айӗнчен хул калакӗсем шӗвӗр кӗтессем пек тухса тӑраҫҫӗ, ҫӳҫне вӑл нумайранпа кастарман, хура ҫӳҫӗн пысӑк пайӑркисем, лӗпки ҫине лартнӑ картусӗ айӗнчен тухса, сарлака тӗксӗм мӑйӗ ҫине, пиншакӗн вараланчӑк ҫухи ҫине пӗтӗркеленсе выртнӑ. Хӑвӑртан хӑвӑр мӑшкӑллаттаратӑр… Ҫулталӑк ҫурӑ офицер службинче акӑ вӑл, ҫак тапхӑрта миҫе хутчен тӳссе ирттермерӗ пуль ӗнтӗ ҫакнашкал пӗчченлӗх туйӑмне, миҫе хут ҫавӑра-ҫавӑра илмерӗ пуль ӑна ют, ыр сунман е пӑч сӳрӗк ҫынсем хушшинче ҫухалса кайнине паянхи каҫа ниҫта хурса пӗтерме ҫукки — питех те тертлентерекен тунсӑхлӑ туйӑм. Даша инке мана курсанах ахлатса ячӗ, судья вара: «Кун пек сӑн-питшӗн судпа айӑпламалла», терӗ, Вӑл: «Ответ тытакан мӗншӗн начарланнин сӑлтавне тупасшӑн пӗтӗм вӑя хурӑп» тесе хушса хучӗ. Анчах «ответ тытакан» ӑна ҫав сӑлтавсем пирки нимӗнех те каласа памарӗ. Уҫланка ҫитсен, чарӑн та пӑхса лар: ман патӑма мулкачсӑр ан килнӗ пул. Фома, ыркӑмӑллӑн кулкаласа, ун ҫине пӑхса илнӗ. — Кун пек япалана чӑнах ку тарана ҫитсе те, никам та курман, — тенӗ Баун та. Эпӗ: «Кунта телейсӗр хӗрсем кӑна улталаннӑ», — тесе каласшӑнччӗ. Кораблев кӗчӗ — вӑл яка пальтопа, яка шлепкепе. Хумсем мана пӗр енчен тепӗр еннелле ывӑтаҫҫӗ, ман ҫине шыв сирпӗтеҫҫӗ. Андрей ҫаксене курмарӗ: унӑн куҫӗсене тӑпра сапса лартнӑ-мӗн. Ҫав парӑма кӗресси пит шутсӑр ӳссе ҫитнӗ, чӑннипе каласан, Кассий Кольхаун Каса-дель-Корво хуҫийӗ пулса тӑнӑ. — Мӗн тейӗн? Вӑл, арӑмӗ пулас хӗр ҫине икҫӗр пин укҫа парсан, авланма та хирӗҫ пулман. «Мӗн вара, элле сахал-и?» Плутонӑн арӑмӗ пур, вӑл вулакан ҫын пӗлсе тӑракан Флорида. Ну мӗскер ҫӑварна карса пӑрахрӑн эсӗ, ниепле те хупаймастӑн? Эсир ӑҫта-тӑр ларатӑр… ну, хӑть сӗтел умӗнче… эпӗ сирӗн пата хыҫалтан шӑппӑн йӑпшӑнса пыратӑп… эсир мана илтместӗр… эпӗ сире аллӑмсемпе хулпуҫҫийӗрсенчен ярса тытатӑп та пусма-ланчӑтма пуҫлатӑп… вӑйлӑран вӑйлӑ, вӑйлӑ, вӑйлӑ… хам вара сирӗн ҫине пӑхатӑп… ак ҫапла — курӑр… Эс мана итле. Кандов ҫак шухӑшпа килӗшмесӗр пуҫне сулкаларӗ. Кун хыҫҫӑн Краузе револьвер туртса кӑларать те — кӗррӗс ӑна пуҫран! Ҫапла вара, эсӗ Гремячински ял Советне каятӑн. Вӑл сӑнарсем парать, пуҫра шухӑш ҫуратать, чӗрере паттӑрлӑх вӑратать». Ҫав авалхи сехетӗн ӗҫлес ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ: механизмӗ кивелнӗ, сиктӗрмисем хавшанӑ, циферблачӗн шурӑ пичӗ йӑлт ҫуркаланса пӗтнӗ, авӑна-авӑна кӗнӗ йӗпписем те хӑйсен вырӑнӗнче аран кӑна тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ, ӑна сехет темелӗх те ҫук ӗнтӗ. — Хӑҫан чирлесе ӳкнӗ вӑл? — ӑна каласа пӗтерме памасӑр пӳлсе ыйтрӗ Елена. Сывӑ-и, шкул! Унӑн ҫийӗнчех киле таврӑнас килмерӗ, вӑл уҫӑ сывлӑшра ҫӳресшӗн пулчӗ. Местечкӑра пулнӑ вырӑс духовенстви ҫӑлман пулсан, Потоцкий пуян паннӑсене куҫран пӑхтарса тата дворянсене кӗвӗҫтерсе ултӑ пин червонец тӑракан урхамахӗ ҫинче тек вӗҫкӗнленеймен пулӗччӗ, сенаторсене чаплӑ ӗҫкӗсене чӗнсе сеймра шавлайман пулӗччӗ. — Хӗвел анать те тӳрех — хаплаттарать. Хыҫалтан Сизов сасси илтӗнчӗ: — Вара ӑна манран салам калӑр! Сизовран, тейӗр. Цанко вырӑнтан тапранмарӗ. Вӑл ӳсӗрччӗ. Хӑярӗсене йӑран хушшине тӑкрӗ те вӑл, пӗр авӑр вӗлтрен тӑпӑлтарса кӑларса, хӳме ҫумнелле йӑпшӑнса пырса тӑчӗ. Картинӑсен пахалӑхне пӗлекенсем ун ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ. Кунта пурте пӗр ҫӗре пӗрлешнӗ темелле: Рафаэльтен вӗреннине пула ҫынсене лайӑх вырнаҫтарнӑ, Корриджийран вӗреннине пула вӗсене тӗплӗ ӳкерме пултарнӑ. Юргин хыҫӗнче Иван Умрихинӑн виҫесӗр вӑрӑм та типшӗм кӗлетки курӑнса кайрӗ. — Мӗнле апла? Лаша пачах ҫывӑхра пек туйӑннӑ. Кун ҫутинче пӗчӗк кӑвайт тӗтӗмӗ палӑрсах каймасть, эпир, вӑлтасем ҫинчен пулӑсем илсе, ирхи апат, вӗри шӳрпе пӗҫерсе ҫиетпӗр. — Ман ҫине кӑшкӑрмасса ыйтатӑп эпӗ сиртен, — уҫӑмсӑртараххӑн та тӑсмаккӑн каласа хучӗ Ромашов. — Ачам, эпир сана йӑтса пырӑпӑр, — терӗ Паганель. — Епле пулсан та пирӗн хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑма ҫитес пулать. Пӗр сӑмахпа каласан, хама мӗн пулнине сана каласа та ӑнлантараймастӑп. Эпӗ калатӑп — хӑтӑл этем! тетӗп. Вӑл ҫул ҫӳрекен ҫынсене ҫул ҫине валли мулсем парса, вӗсене Кордильер сӑрчӗсем урлӑ каҫара-каҫара ярса пурӑннӑ. Пӗр хӑлаҫ вутӑ тӑватҫӗр франк кӗмӗлпе тӑрать. Самохин мӗнле этем иккенне пӗлетӗн-и эсӗ? Парти организацийӗ вӗсем ӑҫта пурӑннине пӗлет-и? Стрелоксен линийӗ хыҫӗнче, икӗ вырӑнта, артиллеристсем хӑйсен тупписем валли позицисем алтса хатӗрлерӗҫ. Тинӗс уланӑ, ҫыр хӗрринчи хӑйӑр ҫине йывӑр хумсем кӑлара-кӑлара пӑрахса, вӗсене сирпӗтсе, кӑпӑклантарса салатнӑ. Эсӗ, Никита, ачашрах пул, эсӗ ӑна пултаратӑн. Ҫак монархӑн ҫӗршывӗ тӑршшӗ ултӑ пин миля, сарлакӑшӗ виҫӗ пин — пилӗк пин миля таран сарӑлса выртатчӗ. Таҫта, инҫетре, бомбӑсем пӑрахаҫҫӗ; ҫӗр, кӑлт-калт тукаласа, кисренсе илет, унӑн чӗри ҫапла, сикчевлӗн тапа-тапа илет тейӗн. Унтан, ӑна вӑкӑр хӑмпи пекех карӑнтарса ҫитерсен, — хӑмӑш тунине вӑштах туртса кӑлараҫҫӗ, ун вырӑнне, сывлӑш ан тухтӑр тесе, ҫӗтӗк-ҫатӑкран пӑкӑ туса чикеҫҫӗ е кукуруза пуҫне чиксе лартаҫҫӗ. Тӑваттӑмӗшӗ, Костя, пӗр вунӑ ҫула ҫитнӗскер, мана ялан темӗн ҫинчен шухӑша кайса ларнӑ пек курӑнчӗ. Камӑн черечӗ? Хӗрарӑм ҫӗвӗҫӗ манран виҫе илме пултартӑр тесе, эпӗ ҫӗр ҫине выртрӑм. Пӗр ҫӗвӗҫи ман мӑй патне, тепри чӗркуҫҫи патне тӑчӗ; вӗсем вӗрене хытӑ карӑнтарса вӗҫӗсенчен тытса тӑчӗҫ; виҫҫӗмӗшӗ пӗр дюйм тӑршшӗ линейкӑпа вӗрене виҫрӗ. Лосьпа Гусев тӗтрери евӗр лараҫҫӗ. Ӗнтӗ ӑна пулӑшма май ҫук пек, ҫавӑн валли ӗнтӗ вӑхӑчӗ те ҫук пек туйӑнать. Таврара, шӑплӑхра янӑраса, ӑна хускатса, пыл хурчӗсемпе тӗкӗлтурасем явӑнса ҫӳреҫҫӗ. — Сергей Сергеич Пехтеревӑн. — Тен, вӑл халех ҫак пӳлӗме кӗрсе тӑрӗ те эпӗ ӑна куҫ хӗсме ӗлкӗриччен вӑл мана ятран чӗнӗ?» Пит лайӑх! Ҫак самантран пуҫласа хӑйсем пит туслашса кайнине палӑртнӑ пек, вӑл Ерофей Кузьмича хулпуҫҫийӗнчен лӑпкаса та илчӗ. — А эсӗ — халӑх, тетӗн, — ӳпкелешет мана Баринов. Анчах ку, тусӑм, паян мар. Хӑйне хӑй вӑл вӑйлӑ та паттӑр пек туйрӗ, анчах Эвелинӑна вара — халсӑр та йӗрекен хӗр пек. Эпӗ ун тӑванӗсене аса илтӗм, ку хуйхӑ ахаль те ытла йывӑр пулӗ, терӗм. Вӑл капитан кӗперӗ ҫинче сахал пулкалать, — анчах, калас пулать, куншӑн никам та пӑшӑрханмасть. Хӗр ҫакӑн пек пӑлханса кайнине кура, амӑшӗ малтанах ним калаймарӗ, анчах унпа мӗн пулса иртнине ӑнланчӗ те, хӑйӗн те чунӗ хурлӑхлӑ туйӑмпа тулса ларчӗ, Сашӑна ыталаса илсе, хуллен ҫеҫ хушса хучӗ: — Хаклӑ чунӑмҫӑм! Тӗлкӗшет кӑна! Ҫак тӳремлӗхӗн ҫыран ҫывӑхӗнчи пайӗсенче никам та пурӑнмасть пек туйӑнать пулсан, шаларах кӗрсен вара унта темиҫе хуралт ларнине куратӑн. Вӗсем, паллах, цивилизациленнӗ ҫынсем купаласа лартнӑ хуралтсем пулаҫҫӗ. Шӑши чӗппи!.. — Анчах кама?» Шӑрӑха пула эпир юлашкинчен ращана кӗтӗмӗр. — Ҫук, сэр, — терӗ ача, — вӑл чӑнах та масар. Ман тӗлӗшпе вӑл хӑшпӗрисем ҫинчен каламасӑр пытарса хӑварнӑ. Андрей ҫак хурӑна курчӗ — аялтан пуҫласа ҫулҫисем патне ҫитиех ун ӑшӗнче чӗрӗ вӑй выляса тӑрать,— Андрей ӑнланса илчӗ: ку хурӑна ҫутҫанталӑк хӑй темле вӑй-хӑват панӑ та ӗмӗрлӗхех ҫак хире ҫирӗплетсе лартнӑ иккен. Ҫав лайӑх та ӗнтӗ, судно хӑйӑр ҫинчен тухсанах ӑна тыткалама лайӑх пулать. Лӑпкӑ океанра приливсем пит ҫӳле ҫӗкленмеҫҫӗ. — Наукисем, ан тив, наукӑсемех юлччӑр-ха, анчах та Варламова хӑваласа ҫитейместпӗр пулсан, ку вара пирӗншӗн чӑннипех те наука пулать. Янтӑ пирус парас мар-и сире? — терӗ вӑл, ҫак вӑхӑтра хӑйӗн сигарочницине кӑларма тӑнӑ хӑрах алӑсӑр офицере. Вӑл сумкине тытрӗ. Ҫак вӑхӑтра, лӑп та шӑп манӑн умрах, хапха шалтлатса хупӑнчӗ. — Кам пӗлет-ҫке. — Эсир ырӑ ҫын пулсан, вӑл сирӗн патӑрта пурӑнӗ, эпир вара сире уйӑхра вуншар тенкӗ тӳлӗпӗр, — пӑшӑлтатрӗ залра Иван Иваныч. Сигнал ҫаплах ҫук та ҫук, сехет анчах чалтлатса тӑрать, Даша инке ассӑн сывласа енчен-енне ҫаврӑнкаласа выртать. Эсӗ те кунта-и? Артём конверта ҫурмаран тенӗ пек ҫурчӗ те, темшӗн пӑлханса, ҫырӑва сарса тытрӗ. Ӑна е пӑшалпа персе вӗлернӗ, е сӑнӑпа чиксе пӑрахнӑ. Тӑватӑ ҫул хушшинче хӗллехи ҫил-тӑман, ҫумӑр, нӳрӗк ҫурт ӑш-чикне самаях сумсӑрлатнӑ. Хумсем ҫыранри хӑйӑра ҫапӑнса, хуллен кӑшӑртаттараҫҫӗ, ман урасене йӗпетеҫҫӗ, вӗсем мана хӑйсем хыҫҫӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр, таҫталла ишекен тӗттӗмлӗхе илсе каясшӑн пулнӑ пек туйӑнать. Эпӗ вӗсен маршрутне пӑхрӑм та, ҫакӑ лӑп шӑп виҫҫӗр ҫул ӗлӗкрех шыракан «ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ ҫулӗ» ятлӑ чаплӑ маршрут иккенне пӗлтӗм. Вӑл пӗвӗпе ҫӳле, имшер, шуранка сӑнлӑ, яланах хуйхӑллӑн, хавшаса ҫитнӗн курӑнать. Кимӗ хыҫӗнчен шыв шӑмпӑлтатса пычӗ, сенкер йӗр халӗ сарлакарах пулчӗ. Каяр, Эмилио! Ку ман вӑхӑта тата сехет ҫурӑсем илчӗ-ха, ҫавӑнпа Переброд укӑлчи патне ҫитнӗ ҫӗре кӑнтӑрла иртсе тӑваттӑпа пиллӗк хушшиччӗ ӗнтӗ. — Сывӑ пулччӑр пӗтӗм тӗнчери ӗҫҫыннисем! — кӑшкӑрчӗ Павел. Анчах, айӑпланакан ҫын телейне пула, ҫакӑнти ҫынсем хушшинче урӑхла шухӑшлаканнисем те пур. Андрей вара амӑшӗ хӑй вӑрттӑн вӗреннине тавҫӑрса илчӗ, вӑл мӗншӗн именнине ӑнланчӗ те ӑна хӑйпе пӗрле вулама сӗнме пӑрахрӗ. — Сирӗн ҫинчен каламӑпӑр, Дмитрий вара пултармаллипех пултарать, — тӑсрӗ вӑл малалла, сассине пусарса (ку мана уйрӑмах кӑмӑла килчӗ) тата куҫӗпе Любовь Сергеевна ҫине кӑтартса: — вӑл мӗскӗн мӑнаккӑшӗнче тӗлӗнмелле лайӑх енсем тупнӑ, эпӗ ӑна тата ун Сюзеткине пӗле пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫул иртрӗ, ҫапах унашкаллине ним те тӗшмӗртеймерӗм… «Андрия куртӑм тетне?» хыттӑн ыйтрӗ Бульба: «мӗн эсӗ, ӑҫта куртӑн ӑна? подвалта-и, ямра-и? мӑшкӑласа пӗтернӗ-и? ҫыхса пӑрахнӑ-и?» Эсир мӗн шухӑшлатӑр, юлташсем? Карап ҫакнашкал пырса ҫапӑнман пулсан, эпӗ сана вӗлернӗ те пулӑттӑм. Анчах манӑн ӗҫ нихӑҫан та ӑнмасть, нихӑҫан та. Нимӗн те тума ҫук, мана, ватӑ моряка, сана, карап ҫинчи юнгӑна, Джима парӑнма тивет, — терӗ. — Каҫарӑр, — терӗ доктор пуҫ тайса, эпӗ сирӗншӗн усӑллӑ пулас терӗм… Вӗсен пӑшалне тупрӑм. — Вӑл, Миша, паян килмест-и? Вӗсенчен пӗрин ҫинче вут ҫути мӗлтлетрӗ, унта тахӑшӗ фонарьпе утса ҫӳрет. Госпиталь уҫма ку замок юрӑхлӑ мар. Пӗрре вӑл мана тӑваттӑмӗш класра кӑшкӑрса пӑрахнӑччӗ-ха. Петька Трумант шыва кӗнӗ чухне урине чулпа ҫурса янӑ та, эпӗ ӑна хӗвел ваннипе сыватма тытӑнтӑм, икӗ пӳрнине татма тиврӗ кайран. Ҫавӑншӑн тӗлӗнмелле «ҫил-тӑвӑл» тухнӑччӗ. Акӑ вӑл халӗ ҫӗнӗрен ҫӗкленет. Кораблев, куҫне чалӑртса пӑхсах, мана кӑшкӑрса ятлать, эпӗ вара хушӑран-хушӑран кӑна майӗпен:— Иван Павлыч! — текелесе илетӗп. Разметнов шухӑша кайрӗ. Ҫӗр ҫинче выртакан хӗрарӑмсем ҫине, стена умӗнчи мӗлке ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса илчӗ те, вӑл витрери ҫӳп-ҫапа 3 №-лӗ бака тӑкрӗ; бакпа юнашарах хӗрарӑмсем выртаҫҫӗ. — Елена Николаевна! — Кирияк, вӑтанма пӗл! — кӑшкӑрчӗ Гинка та; унпа юнашарах куҫҫульпе ҫӑвӑнса пӗтнӗ Рада тӑрать. — Пӗр ҫичӗ километр пулать. Вӑл каласа пачӗ. Вӗсене тӑваттӑшне те ҫыхмарӗҫ. Тинкеререх итлесен, эпӗ чӑнахах та темӗнле пӑшӑлтатакан сасӑ илтрӗм. — Эпӗ урӑх нимӗнех те тумастӑп… ӗҫлессе эпӗ начар ӗҫлетӗп. — Каллех урӑх ҫӗршыв сӑмахӗ! — пӳлсе хучӗ ӑна Базаров. — Нумай! Ялан кама та пулин пытараҫҫӗ. — На, эсӗ манӑн пӑшала тыт-ха, — терӗ вӑл Владимира. Халь ӗнтӗ апла калани тӗрӗс маррине пурте пӗлеҫҫӗ, анчах тинӗс ячӗ ҫаплах юлнӑ. Пирӗн пӗлӗшсем виҫҫӗшӗ те мӑнастир тавра ҫаврӑнса, хыҫалти стена патне ҫитсе чарӑнчӗҫ, — ун тӑрӑх чакаланса хӑпармашкӑн ҫӑмӑлтарах. Хурӑнсем ларнӑ ҫӗре пурпӗрех ҫитеймерӗ вӑл, инҫетренех Осип Михайлович сассине илтрӗ. Макҫӑм хыҫҫӑн пыракан Петр ҫак шӑв-шава сӳрӗккӗн тӑнлакалать; сивӗ пирки час та часах вӑл пальто аркисене турткалать, лайӑхрах чӗркенме тӑрӑшать, утнӑ ҫӗртех хӑйӗн йывӑр шухӑшӗсемпе асапланса пырать. Тӗрме смотрителӗ хӑйне кӳрентерсен, вӑл ӑна ҫапла каланӑ: манран каҫару ыйтмасан — хама выҫӑпа вӗлеретӗп, тенӗ, вара сакӑр кун ҫимен, ҫавна пула кӑшт ҫеҫ вилсе выртман. Макар, сасӑ кӑлармасӑр яра-яра пусса, унтан пӗр вунӑ утӑмра пычӗ. Вӑл, хашлатса, ревком ҫурчӗ умне чарӑнса тӑчӗ. Походне те, ҫарне те! Кун пек пулсан, ытла начарах мар-ха. — О! — терӗ Квейс хавасланса, чӳречесем патӗнче тӑракан салтаксем ҫинелле ҫаврӑнса пӑхса. Лена шуралса кайрӗ. Ку вӑл ахаль эрешмен ҫеҫ! Устинович кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ. Е тата, кӗтмен ҫӗртен Пятнипа пек, пӗр юлташ тупӑнсан, урӑх нимӗн те кирлӗ мар вара. 4) Малалла 22-мӗш, 23-мӗш, 24-мӗш, 25-мӗш, 26-мӗш, 27-мӗш, 28-мӗш тата 29-мӗш статьясенче союзлӑ республикӑсене, крайсемпе облаҫсем туса, административлӑ-территориллӗ пайлани ҫинчен ячӗсемпе каласа ҫырнине хуратса пӑрахма сӗнеҫҫӗ. — Пӗрех мар-и! — терӗ Бат. Давыдов Поляницӑна куҫранах тинкерсе пӑхса илчӗ, анчах унта ним те асӑрхаймарӗ. Ҫапла каларӗ те, укҫа шкатулкине уҫса, пӗр купа ассигнаци туртса кӑларчӗ. Капитан! Лешсене каялла ҫаврӑнма чӗнчӗ ӗнте вӑл. Хӑш-пӗр япаласене конак тӗрминчен те илсе килтерчӗҫ, сӑмахран асӑнсан, — Голос валли тимӗр тӑлӑ. Унтан ҫак ушкӑнсем тӗрлӗрен сапаланнӑ ушкӑнсемпе урнӑ пек кӑшкӑра-кӑшкӑра малалла ыткӑнчӗҫ… — Вӑрлассине вӑрларӑр-и? — тесе кулмасӑр ыйтать повӑр. Вӑл ман ҫине пӑхса ирӗксӗррӗн йӑлкӑшса илчӗ. — Мӗн шуйттанӗ пулнӑ кунта? — терӗ Артём, тимӗрҫ еннелле ҫавӑрӑнса. — Ҫак таркӑн негр, ара. Ҫӑлкуҫӗнчен хуть мӗн чухлӗ шыв ӑс, вӑл ҫапах пурӑнать те пурӑнать. — Пичче, ку мӗнле йывӑҫсем? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Кроликсене валли тунӑ читлӗхе вырнаҫтарма пулӗ-ха, анчах сысна ҫурине вара ниҫта та вырнаҫтарма ҫук. Вӑл тӳрех хуравларӗ. — Кунта сана ӑнлантарса памалли вырӑн мар, — терӗ хумханса ӑна хирӗҫ аслӑ конторщик, — тата вӑхӑчӗ те ун пек вӑхӑт мар. Ҫав шухӑш ӑна темӗн ырӑ мар пуласси ҫинчен систерчӗ. Юлашкинчен, Ромочка, пӑхсамӑр ман ҫине, тимлӗн пӑхсамӑр. Аркадий Павлыч кӑмӑлсӑрланчӗ, тутине ҫыртрӗ те ҫав ҫынсем патне пычӗ. Килсе кӗнӗ пекех, хӑвӑрт тухса кайса ҫухалаҫҫӗ. Медынская сӑмахӗсем унӑн темӗнле шанчӑкне вӗлерсе пӑрахнӑ; ҫак шанчӑк хӑйӗн чӗринче пулнӑ иккенне вӑл халӗ анчах, шанчӑкӗ вилсе выртсан кӑна, туйса илнӗ. Калаҫу пӗтет те — эпӗ хам пата, чердак ҫине каятӑп, унта вара уҫӑ чӳрече умӗнче ларса ҫывӑрса кайнӑ сала ҫине, нимӗнпе хускалман шӑплӑх айне пулнӑ уйсем ҫине пӑхатӑп. — Ӑҫта куҫ курать, ҫавӑнталла сулӑнасшӑн эппин? — вӑл аллипе кӑтартнине ӑнлантарса пачӗ Разметнов. Вӑрӑ-хурахсен йӗрки ҫавӑн пек. Хӗр ҫаплах чӗнмесӗр тӑчӗ. — Васка, тусӑм, часрах, унсӑрӑн ирхи апатсӑр юлма пултаратӑн. — Пачах нимӗн те. Унпа пӗрле хӑйматлӑх амӑшӗ тата пӗр служанка ларчӗ. Вӗсем чиркӗве кайрӗҫ. Унта каччи тахҫанах кӗтсе тӑрать-мӗн вӗсене. — Урӑхла мӗнле-ха, йӗрке тӑрӑх тусан, яланах ҫапла. Ан калаҫӑр, — ответ пачӗҫ ӑна. Унсӑр пуҫне эпӗ Парижра супӑнь тӑвакан пӗр предприятин пайщикӗ пулса тӑтӑм. Малти пӳлӗмре никам та юлмарӗ — пурте картишне Кирила Петровича курма чупса тухрӗҫ. Симӗсӗн-кӑвакӑн йӑлтӑртатать! Давыдов ӑна ҫинҫе ал тунинчен ярса тытрӗ, анчах вӑл вӗҫерӗнесшӗн турткалашмарӗ, пӗр урипе чӗркуҫленчӗ ҫеҫ, унӑн кулӑпа ҫиҫекен сӑнӗ-пичӗ ҫавӑнтах хӑранӑ, тем кӗтнӗ чухнехи пек пулса кайрӗ, парӑннине палӑртрӗ. — Геркулес тусӑм ӑҫта? «Мӗне кирлӗ кун пек ухмахла фокуссем? — Манӑн унта пӗр ҫынна ҫыру памаллаччӗ те халех каялла килмеллеччӗ. — Мана юлташа илместӗн-и? Шурочки ҫӳҫ тыттаркӑчне ҫӑварӗнчен кӑлармасӑр та ҫаврӑнмасӑрах: «Пач та манӑн мар вӑл, шӑпах санӑн!..» — тавӑрать ӑна кӑмӑлсӑр сасӑпа, тӗкӗр ҫине пӑхнӑскер. — Ҫынна персе вӗлерме тин ҫара илнӗ салтаксене янӑ эсир, полковник! Пуплесси-тӑвасси часах чарӑнса пыма пуҫларӗ, кайрантарахпа вуҫех те пӗтсе ларчӗ. — Апла туни пустуй япала ҫеҫ. Урядник, ҫӳлӗ те хыткан казак, ытла та вӑрӑм ҫурӑмлӑ та пӗчӗк ал-ураллӑскер, йӳле янӑ бешмет вӗҫҫӗн ҫеҫ пӳрт умӗнче ларать. Унтан приборсене тӗрӗслесе пӑхрӗ, малтанхи кабинӑра, халӗ ӗнтӗ пушшинче, чӗнӗсене ҫыхса лартрӗ. Анчах вӗсенчен нихӑшӗ те Серафим-платник, вилӗмсӗр пӗчӗк старик пек йӑпатуллӑн та кулӑшла тӑрӑхлама пултарайман. Фома хӑйӗн юлташне хӗрхенсе кайнӑ, ӑна унпа пӗрле пулма йывӑр пулнӑ. — Камӑн — манӑн-и? Ҫапла тытрӗ хӑйне хӑй Иван Иваныч Ваноканра. Тепӗр хӗрӗх минутран вӑл операци тумалли пӳлӗмрен тухрӗ. Масара эпӗ лайӑх пӗлетӗп, эпӗ Язьпе тата ытти юлташсемпе пӗрле вилӗ шӑтӑкӗсем хушшинче темӗн чухлех выляса ҫӳренӗ. Ҫук ӗнтӗ, алтса чикнӗ укҫана кам тупнӑ, вӑлах илет. Акӑ, унӑн ҫунаттисем ҫинчи хӗрлӗ ҫӑлтӑрсем те курӑнчӗҫ. Акӑ вӑл, Алексей тӗлӗнчех ҫунаттисене ялкӑштарса вилӗ унки туса илчӗ те каялла ҫаврӑнса кайрӗ. Ыйткалакансене паратпӑр, анчах студентсем пӗтеҫҫӗ. Вӑл ертсе пынипе, хайхи тип ҫырма тӗпне свайсем ҫапрӗҫ, унта ҫапӑ-ҫатракасем хурса тислӗк тултарчӗҫ, ҫиелтен чул сарчӗҫ, шыв ҫулӗ тӑрӑх, тымарсем ярса ҫемҫе тӑпрана ҫыхӑнтарса хытарма, ҫамрӑк тирексемпе хӗрлӗ ҫӳҫе йывӑҫҫисем лартса тухрӗҫ. — Вӑл пире нихҫан та пӑрахмасть! — Пысӑк тав сире, — терӗм эпӗ. Чиркӳрен пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса, тинкерӳллӗн пӑхакан манахсем ман ҫинчен мӗн шутлама пултарнӑ-ши? Вӑл Санина герой тесе ят пачӗ, ун сӑмахне, вӑл ыйтнине хӑлхана та чикесшӗн пулмарӗ. Эпӗ шӑп директор алӑ пусакан вырӑна: Фердинанд VIII тесе алӑ пусса хутӑм. Халӗ вӑтӑрмӗш ҫул пулнине ан манӑр, хӗҫсен, сӑнӑсен, вут чуллӗ пӑшалсен тата ытти тимӗр таткисен ӗмӗрӗ тахҫанах иртсе кайнӑ. Ҫак страницӑна ҫине-ҫинех вуласа тухнӑ май эпӗ хам тӗп шухӑшӑмран ытла аякка пӑрӑннине асӑрха пуҫларӑм… — Кала! Кронорг ятлӑ чаплӑ ҫурт та шведсен ҫыранӗнче ларакан Гельсингборск башни пекех тӗтре ӑшне пытанчӗ те, пирӗн шхуна Каттегаг енчен вӗрекен ҫилпе пӗр айккинелле тайӑнчӗ. Ҫав-ҫавах, мана мӑшӑрлӑ пурнӑҫпа пурӑнма пит япӑх пулнӑ, тепӗр чух ҫакӑнса вилес патне ҫитнӗ. — Ҫук, эпӗ пысӑк ҫылӑх тунӑ ҫын. Шыв тарӑн шӑтӑк тӗпне ҫитсе каллех хӑйӗн яланхи тӳремне кӗме тӑрӑшса хӑйпе пӗрле пире те илсе хӑпарать. Пурӑнма пултарас ҫук!» Эсир темӗнле сӗнӳ парасшӑн, сирӗн вара сквайрпа е докторпа тӗл пулмалла. Сире паян эпӗ хӑвӑра тупнӑ вырӑнта курма пулать-и? — Ман шутпа Илья Иванович та (кадетӑн ячӗ) хӑйӗн пурнӑҫ ҫул-йӗрне палӑртса хунӑ, анчах вӑл манран та ҫамрӑкрах. — Пире эсир, Алексей Витаминыч, пӗлнӗ-им вара? — ӑна хӑй ҫинчен аса илтернӗ пек ыйтрӗ Огарнова. Эсӗ вӑхӑта кулса ан ирттер-ха, лаша утлан та, Тубянскине утта хӑтарма кай. — Унта ҫитме инҫе-и-ха? Хоуик вельбота хӗрлӗ шыв чиккине тытса пычӗ. Наушниксенче приказ сӑмахӗсем илтӗнмелле пулнӑ, анчах приказ вырӑнне вӑл такам ют чӗлхепе пӑлханса калаҫакан сасса илтрӗ: — Ахтунг! Ҫак хушӑрах эпӗ бробдингнежцсем ҫине тапӑннине те ӑслӑ ӗҫ вырӑнне шутлама пултараймастӑп, Англи ҫарӗ те хӑйӗн ҫине Вӗҫекен утрав ҫитсе чарӑнсан аванах туймӗ тесе шутлатӑп. — Ҫапла, Дик, вӑхӑт! — терӗ Уэлдон миссис. Парам-ши ку сӗлле? Епифановӑна, la bella Flamande текеннине, астӑватӑн-и? Сирӗн аннӗр патне те килсе ҫӳретчӗ вӑл. Ватӑ ҫӗрвиҫевҫӗ Лозневой, хӑй ӗмӗрӗнче яла лайӑх пӗлсе ҫитнӗскер, колхозсем пулсан, тракторсем хӑй каснӑ йӑрансене сухаласа, ҫӗмӗрсе пӗтерсен, пит хӗпӗртенӗ. Мартӑн 25-мӗшӗнче Петербургра ытла та тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ. — Кур, вут тивретекеннисемпе хӑналаҫҫӗ! — йӳҫҫӗн кулса илчӗ шофер, снарядпа персе шӑтарнипе ҫунма тытӑннӑ машина ҫине пӑхса. — Озеров, ҫитӗ! — кӑшкӑрчӗ Волошин. Лешӗ ҫакна йӑлтах хӑй тӗллӗн шухӑшласа тунӑ имӗш, никама та каламан. — Ну юрӗ, — терӗ пичче хавасланнипе сиксе тӑрасран пӗр урине тепӗрин ҫине хурса, — эпӗ геологи енӗпе тӗпчесе пӗлес ӗҫе ҫав туран пуҫласа тытӑнма шухӑшлатӑп, — Сеффель… Фессель… тесе каласаттӑрчӗ-и-ха эсир? — Ну… аллӑ тенкӗ. Вӑл каллех урайӗнче ҫывӑракансем урлӑ пит те ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫса, пӳртрен пӗр сасӑсӑр, лӗпӗш пек тухса кайрӗ. Ухмах эпӗ, ухмах! Фермӑри ӗҫсене тӗрӗс йӗркелесе ярсан, сӗт тухӑҫлӑхӗ ӳсет, ку пире ҫав тери пысӑк тупӑш пама пултарать! Тата леререх — шыв та, ҫыран та, пӗлӗт те — пурте пӗрлешсе кайнӑ, нимӗн те уйӑрса илме ҫук, пурте хуп-хуран курӑнаҫҫӗ. — Шӑп, ан шарла, — терӗ учитель таса вырӑс чӗлхипе, — ан шарланӑ пултӑр, е, асту, пӗтетӗн. Эпӗ пуҫа унӑн чӗрҫиттийӗ ҫине хурса, йӗрсе ятӑм. Пӗр пайӗнче араб, португал купцисен, вырӑнти сутуҫӑсен ҫурчӗсем, кунтах чура баракӗсем вырнаҫнӑ; иккӗмӗш пайӗ — кунти патша резиденцийӗ. Яланхи пекех патша — влаҫа террор пулӑшнипе тытса тӑракан, чура сутуҫисем паракан пысӑк парне шучӗпе пурӑнакан, корона тӑхӑннӑ усал эрехҫӗ. Вӑл Давыдов ҫине куҫне хӗссе пӑхнӑ та, хӗрлӗ ҫӑварне тем пысӑкӑш карса, чарӑнаймасӑр кулать. Петровскине эпир ҫӗрле ҫитрӗмӗр, эпӗ ун чухне тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраттӑмччӗ, ҫавӑнпа кил-ҫурта та, хурӑн аллейине те чылай малараха саланса ҫывӑрма выртнӑ ҫынсене те курмарӑм. — Чӑнах, — терӗ Самойлов. Тӑватӑ кун хушши умлӑ-хыҫлӑ пухусем пулчӗҫ, вӗсем ирхине ҫынсене вӑратакан автансем шарлатса авӑтичченех тӑсӑлчӗҫ. Атьӑр! … Ҫичҫӗр арӑм та виҫҫӗр еркӗн пӗлнӗ эпӗ, хӗрсен вара шучӗ ҫук, анчах эсӗ — пӗртен-пӗрре, ман ҫепӗҫскерӗм! Пӳлӗмӗн кӗтесӗсенчен пӗрине, кивот манерлӗн, тӑвӑртарах шкап таччӑн ҫыпӑҫтарса хунӑ. Халиччен курман темле курӑксем, килнӗ ҫынсене саламланӑ пек, пуҫӗсене сулаҫҫӗ. Кала, сана тупса парам-и? Лось ир енне тин минтертен пуҫӗпе лӑпчӑнчӗ те манӑҫлӑха путрӗ. Барометр юпи ҫав тери хӑрушшӑн анса пыман пулсан, вӑл, тен, икӗ рейне те мачта ҫинче хӑваратчӗ-и. Халь вара, мачтӑна ҫӑмӑллатмаллине курса, вӗсене антарчӗ те палуба ҫине хучӗ. — Шухӑшла-ха, халлӗхе вӑл пурнӑҫ курман ача кӑна вӗт! Эсӗ ачан пӗлменлӗхӗпе усӑ курма шухӑшласса манӑн ӗненес килмест. Воропаев журналист умне хӑяккӑн пӑрӑнса ларчӗ. Том ҫав тери хусканса кайнӑран ҫӗрле темчченех ҫывӑраймарӗ: «Гек акӑ кӗҫех чӳрече патенче кушакла макӑрса ярӗ тесе, вӑл пӗрмаях ӗмӗтленсе тӑнӑ. — Эпӗ вара ҫавӑнтах хайхи укҫана тупӑп та ун ҫинчен ыран Беккине те, пикнике пыракан пур ачасене те каласа тӗлӗнтерӗп». Анчах йӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ. Сывлӑшра тин ҫех тухнӑ тирек ҫулҫи шӑрши сарӑлнӑ, шоссе хӗррипе икшер ретӗн ӳссе лараҫҫӗ вӗсем. Ҫав вӑхӑтрах пирвайхи тӑвӑлпах, е уҫӑ ҫил кӑна пулсан та, пысӑк хум ҫӗкленме пултарать, вара «Макари» пӗтӗмӗшпех ҫӗмӗрӗлме пултарать. — Эпӗ никама та кӗртмӗп, выртӑр. Каларӑм-ха, манӑн ҫур ҫӗр иртсен хурала тухса тӑмалла тесе, анчах мана ыйхӑ пусса килчӗ, Джим ҫакна курчӗ те маншӑн хурал тӑма килӗшрӗ. Ку тӗлӗшпе вӑл маттур, нимӗн те калаймӑн. Хӑйӗн тусӗсене пример парса пырассипе Талькав та Таукӑран юлмасть. — Пӗтӗмпех килӗшетпӗр, — терӗ Том Аустин. Вильсонпа Мюльреди те пуҫӗсене сулса килӗшнине пӗлтерчӗҫ. Ӑна та, ывӑлне те Негоро тытса илчӗ — кунта ним иккӗленмелли те ҫук. Улттӑмӗш сехетре эп, ытла ывӑнса ҫитнӗскер, Кораблев патне ҫитсе кӗтӗм. Эпӗ е хамӑр дачӑн садӗнче, е Нескучнӑй паркӗнче, е застава хыҫӗнче уҫӑлса ҫӳреттӗм; хампа пӗрле пӗр-пӗр кӗнеке, сӑмахран Кайданов курсне, илеттӗм, анчах ӑна эпӗ сайра хутра ҫеҫ уҫкаласа пӑхаттӑм; ытларах эпӗ саспа сӑвӑсем вулаттӑм, вӗсене вара пӑхмасӑр калама питӗ нумай пӗлеттӗм; ман ӳтӗмре юн вылятчӗ — чӗрем тутлӑн та кулӑшла ырататчӗ; эпӗ ялан тем кӗтсе, темрен шикленеттӗм, пур япаларан та тӗлӗнеттӗм те, тем тума та хатӗрччӗ; ман ҫунатлӑ ӗмӗтӗмсем, шуҫӑм килнӗ чух шуркутсем чиркӳ тӑрри тавра явӑннӑ евӗр, пӗр япаласем тавра явӑнатчӗҫ; эпӗ шухӑша каяттӑм, тунсӑхлаттӑм, макӑраттӑм та; анчах куҫҫулӗ витӗр те, янӑравлӑ сӑвӑ е каҫ илемӗ ҫуратнӑ тунсӑх витӗр те ҫурхи курӑк евӗр тапса тухакан ҫамрӑк пурнӑҫӑн савӑнӑҫне туяттӑм. Ку питех хӑрушӑ самант пулчӗ. Негрсем хӑйсен хушшинче хурал черечӗ турӗҫ. — Аэлита ӑнтӑлса ҫӗкленчӗ, анчах аллисене усрӗ те каллех ларчӗ. Тӗтреллӗ канӑҫсӑрлӑх ӑна шӗкӗ пек кӑшлать. Эпӗ ҫав Найденов ҫине пӑхатӑп та — хама юрӑхсӑр ҫын пекех туятӑп; Часах такӑшӗ алӑк патӗнчен пӗлтерчӗ: — Витере вӑл! — Хӗвеланӑҫ фрончӗ пӗррехинче пите вӑйлӑ лектерчӗ! — Ҫӑварне горчица хыпнӑ пек пӑркаларӗ пуҫне. Хӑйсем хӑрушлӑха лексен, манӑн шӑхличӗпе шӑхӑрмалла, анчах эпӗ, вӗсем сарая кӗрсенех, шӑхличӗпе шӑхӑрас вырӑнне сурӑх пек макӑрӑп. Вӗсем негрӑн сӑнчӑрӗсене хывнӑ вӑхӑтра эсир вӑрттӑн пырӑр та вӗсене пурне те ҫӑрапа питӗрсе илӗр, вара эсир вӗсене ҫӑмӑллӑнах вӗлерме пултаратӑр. Сасси те пысӑках мар-ҫке! — кутӑнлансах калать трактир хуҫи. Пире ак, тупайсан, йытта вӗлернӗ пек, пурсӑмӑра та пӑва-пӑва тухаҫҫӗ… — Кара-Саралийӗнчен; эпир унпа ту ҫинче ҫӳренӗ хушӑра курнӑҫрӑмӑр… Юлашки икӗ ҫул хушшинче Негоро мӗнле пурӑннине Гаррис пӗлет ӗнтӗ халь. Ҫапла ҫав, ҫапла, урасем, ҫак татӑксем мар, чӑн-чӑн урасем пултӑрччӗ! Утрав ҫинчи лапамсене виҫ-тӑват фута яхӑн шыв илчӗ, Иллинойс енне те ейӳ кайрӗ. Ку апата тӗрлӗ чӗрчун ашӗнчен туса хатӗрленӗ, анчах эпӗ тутанса пӑхсан, ӑна мӗнле чӗрчунсен ашӗнчен тунине чухлаймарӑм. Поляницӑн сӑн-пичӗ яланхи пекех кӑмӑллӑн ҫиҫет, тутисем лӑпкӑн йӑл кулаҫҫӗ. — Йытти пит маттур-ҫке… пирӗн Артошенька… Нарду кунта нумай ӳсет. Тараканнисене тытма Говэн янӑ Гешан отрячӗ нумайӑшне тыткӑна илсе таврӑнчӗ. Ӑна хирӗҫ тӑракан ҫынсен ушкӑнӗ, ҫил айӗнчи йывӑҫ тӗмӗсем пек, варкӑшса кайнӑ. — Мана халӗ те проповедник мар, этем интереслентерет. Вара вӑл ман ҫинчен ытти докторсене каласа пама тытӑнчӗ. Калӑн, телей тесе. Санран тасарах, вӗреннӗрех майрасем те ун чухлӗ илмеҫҫӗ. Хупах хуҫи хӑйне паракан ыйтусене хирӗҫ ӳркенсе кӑна калаҫкалать. Вӗсем хӑйсен ҫамрӑк салтакӗсене ҫак трофейсемпе хавхаланма вӗрентеҫҫӗ, ҫав ӑпӑр-тапӑрсене хисеплесе тӗрлӗ уявсем туса ирттереҫҫӗ. Капла пулсан, эпир ӗҫ патне часах ҫитетпӗр пулӗ… — терӗ. — Ӑнланатӑр-и? Полли мӑнаккӑшӗ чуптуса илсенех, Том хурланнисем пурте иртсе кайрӗҫ те, унӑн ӑшчиккинче каллех лайӑх та ҫӑмӑл пулчӗ. Пӗтӗмпех палӑрса ҫитиччен Яков Лукича завхозран кӑларма пурпӗрех юрамасть, вӑл пӗр-пӗр каварта тӑрать пулсан, кунпа ӑна хӑратма анчах пулать, ҫитменнине тата ыттисене те хӑваласа салатӑн. Давыдов сак ҫине ларчӗ, хӑлтӑр-халтӑр кравать ҫинче кӗпӗрленсе ҫывӑракан ачасем ҫине куҫ хывса илсе каларӗ: — Хӑнана мар, ӗҫпе килтӗм эпӗ. Тӑр! Ҫапӑҫнисем те пулкаланӑ. «Йовка, эс хура ӗҫре-ҫке, Пейка сана савнӑ пулсан, Сан пек сысна кӗтӳҫине Ырханкка кӗтӳҫсенчен, Улпутсен тарҫисенчен Пахча тытнӑ пулӗччӗ, Сан пек ухмах ачана Алӑк айне сарӗччӗ. Николай каласа пӗтерчӗ, куҫлӑхне хывса шӑлчӗ, кӗленчине ҫутта хирӗҫ тытса пӑхрӗ те каллех шӑлма тытӑнчӗ. — Куратӑр-и, «Пилигрим» халь пынӑ пекех пырсан, ҫил ӑна ҫыран ҫумне ҫапса хӗстерсен, каялла уҫӑ тинӗсе тухма йывӑр пулӗ. — Эпӗ ку, Григорьев-ха, — терӗм каллех вӑл манасран хӑраса. Хуҫана спасибо кӑна каламалла, кӳрентерме кирлӗ мар. — Шӑнасем тесен, ҫав лайӑх ҫуртсенче… — Ҫитӗ ӗнтӗ! — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса. Нумаях пулмасть-ха, Печорин Персирен таврӑннӑ чух вилнӗ, тенине илтсеттӗм эпӗ. Чӑнах та ҫапла ӗнтӗ: эпир Берлиншӑн тӑрӑшнӑ пек пулса тухать. Унтан, Фоман ответне кӗтсе тӑмасӑрах, вӑл стена ҫинчен темиҫе лист хаҫат сӑптӑрса илнӗ те, каллех пӳлӗм тӑрӑх чупса ҫӳресе, вулама пуҫланӑ. — Ну, апла-тӑк, ху пӗчӗк чухне, сана пӗчӗккине илсе парӑп, — юрать-и? Вӑл отрядра ҫынсем кӑмӑлсӑрри ҫинчен асӑрхаттарса, погром тума кирлине каласа панӑ. Тӗлӗнсе-шикленсе ӳкнӗ Ҫӑрттан мучи темиҫе минут хушши пӗр хускалмасӑр, хумханнипе тарласа выртрӗ, унтан пушмакне ярса илчӗ те, будкӑран вӑрӑ кушак пек йӑпшӑнса тухса, урапи патнелле сӗнкӗлтетрӗ. Сасартӑк акӑ пирӗн ҫине нимӗҫсем килсе тапӑнаҫҫӗ пулсан? Улпута ҫӑва ҫине ӑсат та, станца пуҫлӑхӗн тӑприне кӑтарт, — терӗ вӑл ачине. — Хӑшне? Ромашов хваттерӗнче хуҫа пек пултӑм. Полковник сасартӑк тавҫӑрса илчӗ. Анчах халӗ сирӗн выртмалла пулать. Солоха алӑк уҫма чупрӗ, вӑр-вар ҫаврӑнкалакан шуйттанӗ ҫав вӑхӑтрах ҫӗрте выртакан миххе кӗрсе выртрӗ. Артамонов уя ҫине хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Ҫынсем ҫинчен нумай пӗлетӗн-и вара эсӗ? — Карап хӳринче ҫӳреме чаракан йӗрке ҫук терӗм эпӗ, — хирӗҫ чӗнчӗ карап кокӗ. — Уэлдон миссис, — терӗ Дик, — хамӑр мӗнле лару-тӑрӑва лекнине пӗлетӗр эсир. — Эпӗ Лопухофф господина сирӗн староста суйлама сӗнетӗп, — тесе хучӗ Квейс. Ӗнер тата пуҫне каснӑ ача виллине хулана илсе кайрӗҫ, ҫав тискер ӗҫе те вӑлах тунӑ тесе сӑмахларӗҫ. Вутӑ лайӑх тивсе кайиччен эпир санпа кӑштах ларӑпӑр, вӑл-ку ҫинчен калаҫкалӑпӑр. Урайӗнчен ҫӗкленнӗ Банник ҫине хӑяккӑн, пӑхкаласа, вӑл ун патне пырса тӑчӗ, хӗскӗчпе хӗстерсе тытнӑ пек, чавсинчен ярса тытрӗ, сӗтел патнелле талкӑштарса пычӗ те аллине кӑранташ тыттарчӗ: — Ҫыр! — Музыкӑна та-и? — Пуҫтарса хур ҫак юрӑхсӑр ҫынна. Эпӗ пичче ҫине пӑртак тӗлӗнерех пӑхрӑм. Тепӗр уйӑхран киле таврӑнсан, вӑл юхӑнса кайнӑ садне лайӑх тирпейленине курчӗ, — ҫулсем ҫинчи курӑксене ҫумласа тухнӑ, йывӑҫсем ҫинчи ҫӗрӗк кӑмпасене касса тӑкнӑ, ҫырла йывӑҫҫисене тикӗслесе ҫыхса лартнӑ: пурне те ҫаксене хӑнӑхнӑ алӑпа тунӑ. Ҫӗр ҫинче мӗн пурри йӑлтах вилӗ пек, шӑнса кӳтнӗ те ура айӗнче кӑчӑртатса та кӑшӑртатса илет — таптанса пӗтнӗ курӑкӗ те, мӑкӗ те, тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем те. Халь «Пилигрим» пыракан океан пайӗ чура карапӗсем ялан ҫӳрекен ҫулсенчен айккинче пулин те, ҫак негрсем «Вальдек» карап Лӑпкӑ океанри пӗр-пӗр колоние сутма илсе каякан чурасен пӗр ушкӑнӗ пулӗ тесе шутларӗ Халл капитан. — Питех те аван, — терӗм эпӗ, пиччене хирӗҫ урӑх нимӗн те каламӑп тесе. Сывӑ юлӑр! Сӗмсӗрленсе илсе кайса пӗтернӗ вӑрлӑхлӑх тырра тепӗр кунне каялла пуҫтарма тытӑнчӗҫ. — Акӑ, ҫакӑ вӑл, — терӗ Глаша, Прохор ҫине кӑтартса. — Лешӗ ӑҫта кайрӗ? Эпӗ, чылайччен ҫывӑрса каяймасӑр, пӗр енчен, вӗсене хисеплесси, тепӗр енчен, ҫиелтен пӑхма вӗсем хӑйсенчен пистермелле курӑнни хушшинче иккӗленсе выртрӑм; ҫак ҫынсем нумай пӗлни, хӑйсене ансат тыткалани, тӳрӗ кӑмӑллӑ пулни тата ҫамрӑклӑхпа маттурлӑхӑн илемӗ вӗсене хисеплеме хистерӗҫ. — Ниме тӑман япала! — терӗ энтомолог. Анчах мана нумай шухӑшласа тӑма пулмарӗ, кунран ытла часрах тӗлӗнсе кайма тиврӗ: «Испаньола» грот тата икӗ кливер айӗнче пырать. Ҫав йывӑҫ айне пырса тӑр. — Вышимирский патӗнче халиччен Ромашов пулкаланине пӗлетӗр-и эсир? — Мӗнле пӗлтӗр-ха вӑл? Вӑл Христос ӳчӗпе юнне хуракан ковчега илсе, пуҫӗ тӗлӗнче ҫӳле ҫӗклерӗ те, ҫӗре вӑркӑнтарса печӗ. Санин, диван ҫинчен сиксе тӑрса, хута Эмиль аллинчен туртса илчӗ. Эпӗ ӗҫхалӑхӗ хушшинче пулма хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа та, унран уйрӑлсан, ман ӑш вӑркать, — эпӗ ҫав пурнӑҫшӑн ҫунатӑп, чунтан тӑрӑшатӑп. Халӗ каллех ирӗклӗн пурӑнма пултаратӑп, вӗсемпе курнӑҫатӑп, вӗрентетӗп. Ӑнланатӑр-и эсир — эпӗ ҫӗнӗрен ҫуралнӑ шухӑшсен сӑпки патӗнче, пултаруллӑ ҫамрӑк вӑй умӗнче пулатӑп. Ку вӑл тӗлӗнмелле паха, илемлӗ тата калама ҫук хавхалантарать, — ҫамрӑк та ҫирӗп пулса тӑратӑн, чунпа пуянланатӑн! Вӑл именерех те савӑнӑҫлӑн кулса ячӗ, амӑшне ӑнланмалла савӑнӑҫӗ унӑн чӗрине те ҫавӑрса илчӗ. — Унтан тата — эсир питӗ лайӑх ҫын! — терӗ Николай хыттӑн. — Ҫынсене мӗнешкел уҫӑмлӑн ӳкерсе кӑтартрӑр, — вӗсене мӗнле лайӑх куратӑр!.. Риккардо та пирӗншӗн пурне те тунӑ пулӗччӗ, анчах Мартини шанчӑклӑрах. Ку вӑл пин те сакӑр ҫӗр утмӑл виҫҫӗмӗш ҫулхине, ун чухне те ҫу уйӑхӗччӗ, анчах шӑматкунччӗ, ҫирӗм иккӗмӗш кунӗнче, ҫур ҫӗр иртсен виҫ сехетре, тӗтреллӗ кунхине пулса иртрӗ… Акӑ, сӑмахран: тепӗр темиҫе минутран вунӑ сехет ҫапать те, эсир мана хӑваласа кӑларса ярассине малтанах пӗлсе тӑратӑп. Ку портрет сарлака янах шӑммиллӗ, бронза ӳтлӗ имшеркке старик сӑнӗ иккен; унӑн сӑн-пичӗ шӑнӑр туртнӑ вӑхӑтра ӳкернӗ пек туйӑнса тӑрать, вӑл пӗрре те ҫурҫӗр енчи вӑйлӑ ҫын сӑнӗ мар. Сӑн-питре кӑнтӑрти хӗрӳллӗх палӑрать. Тӗттӗмри ҫула туйипе хыпашла-хыпашла, ҫӑпата сырнӑ сулахай урипе уксахласа вӑл, Ольховка еннелле утрӗ. — Ман лаша йӗрӗсем сире сахал пулӑшӗҫ тесе хӑратӑп эпӗ. Ют ҫӗршыва кайса килнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑйне ӗлӗкхинчен те вашаватлӑрах, кӑмӑллӑрах тата ҫывӑх тӑван пек тытма пуҫлани мана тӗлӗнтерчӗ. Автоном Петрович хӑйӗн кӳршин — Герасим Леонтьевичӑн алӑкне шаккарӗ. — Каласси кая юлчӗ ӗнтӗ, Балабин. Этемлӗх пурӑнать пулсан, ун умӗнче идеал пур. Кунта ҫуркунне — Олениншӑн кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ хаваслӑ ҫуркунне пулнӑ. Ҫанталӑк сӑнавҫисенчен пӗр европеец та ҫак юханшывӑн тӑрӑхӗпе Вайпаран ҫӳлерех хӑпарма пултарайман. Вӑл, ачалла, темиҫе хутчен тарӑннӑн сывла-сывла илчӗ те:— Ҫук ӗнтӗ, Гайнан… — тавӑрчӗ тӗксӗммӗн, — мӗншӗн ӗнтӗ… явӑла вӗсемпе… Ларт, тӑванӑм, сӑмавар, унтан вара пухӑва каҫхи апат илме вӗҫтерсе килӗн. Мӗн ӗнтӗ! Варварӑна бинокльпе шырама та кирлӗ мар. Тӳпере шутсӑр йышлӑ ҫӑлтӑрсем вӗттӗн-вӗттӗн ҫуталчӗҫ. Васька! Ҫамрӑк хӗр, малтанхи пек тӑрӑхланӑн кулкаласа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт айккинелле таярах, ман ҫинелле пӑхса тӑчӗ. Амӑшӗ Синопӑна хытӑ ыталаса илнӗ те, ӑна текех пӗччен ниҫта та ямастӑп, тенӗ. Ковалев хавасланнипе ниҫта кайса кӗреймерӗ. Утма питӗ йывӑр. Аслӑрах ачисем питех те аван ҫыпӑҫтарнӑ, вара часах темиҫе бизон туса вӗсене ҫыран хӗррине ретпе лартса тухнӑ. Эпӗ пӑшӑрханса тула тухса кайрӑм, пӳрт тавра ҫаврӑнса ҫӳрерӗм. Вӑл та Андрей окопне пӑхса тухса сулахай куҫне кӑшт хӗснӗ пек турӗ те, кӗске те каҫӑр сӑмсине ҫӳлелле хӑпартрӗ. 64-мӗш номерлӗ полицейски авторитетне ҫухатни — государствӑна вӑйсӑрлатни пулнӑ пулӗччӗ. Вӑл, Фома патне пырса, урипе аяк пӗрчинчен тӗрткелесе илнӗ те, вӗчӗ киленӗвӗпе ҫӳҫене-ҫӳҫене, тутлӑ сасӑпа:— Мӗнле пек, аҫа-ҫиҫӗм чӗлхеллӗ пророк? аҫ? — тесе ыйтнӑ. Вырӑссем! Виҫҫӗнччӗ вӗсем: Веткин поручик — кукша, сӑмах ҫапма, юрлама та эрехе юратакан вӑтӑр виҫҫӗсенчи мӑйӑхлӑ савӑк ҫын, полкра иккӗмӗш ҫул ҫеҫ-ха службӑра тӑракан Ромашов подпоручик та Лбов подпрапорщик, чее-япшар-тӑмпай куҫлӑ та ялан кулакан айван хулӑн туталлӑ, йӑрӑс кӑна чӗп-чӗрӗ ача, — йӑлтах офицерсен кивӗ анекдочӗсемпе пӳхсе-тулса ларнӑ темеллескер. Ҫак кулӑшларах ҫыру айне: «Метеорологи сержанчӗ», тесе ал пуснӑ. — Халӗ ӑҫта каятӑн-ха эсӗ? — ыйтрӗ Санин. Урӑх нимӗн те каламарӑм эпӗ. — Сасартӑк урамра тата крыльца ҫинче: «Кӳпре! Купря! Гаша пӗчӗк шкап патне пычӗ, ещӗкне туртса кӑларнӑ май хытӑ шалтлаттарчӗ те, пӳлӗм чӳречисем чӗтресе кайрӗҫ. Гленарванпа икӗ матрос тата Айртонпа Джон Мангльс выльӑхсем ҫӗр каҫнӑ вӑрманти ҫаран ҫине кайрӗҫ. Камед йывӑҫҫисен вӑрманӗ кичеммӗн курӑнать. Джек ҫывӑрать. Хам ӑша пӑхсассӑн, эпӗ хам мӗн курни-илтнисене вырнаҫтармалли вырӑн тӗттӗм чӑлан пек пулнине кураттӑм, вӑл тӗрлӗ япаласене мӗнле май килнӗ, ҫапла чышса тултарса тӑвӑрлатса хуна чӑлан пекчӗ. Венецие тинӗс хумӗсем ҫапса кӑларнӑ хӑйӑр сӑмсахран уйӑрса тӑракан Лидо ятлӑ сарлака лагунӑра, кӗсменҫӗ вӑрӑм кӗсменсем ҫине ӳпӗнмессеренех шӗвӗр пуҫлӑ кимӗ — гондола — лӑпкӑн чӳхенкелесе ишет. Халӑхпа лӑках тулнӑ поезд каяс текеннисен пӗр вуннӑмӗш пайне кӑна илсе кайма пултарать. Никамӑн та юлас килмест, ӑнсӑртран, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ ҫӳрекен поезда кӗтес килмест. Тата эсӗ ухмаха ернӗ! Ахаль е мӗнле те пулин ӗҫпе килме юрамасть-и-ха-мӗн? — Ну, Мишка, иш-ха лайӑхрах, баркасран иртсе каяр. «Ҫук, юрату ҫук! — Паян пирӗн юнкун-и? Эсӗр ҫамрӑк Берестовпа вӑрҫман вӗт; стариксем, вӗсене вӑрҫса пурӑнни савӑнӑҫ кӳрет пулсан, вӑрҫчӑрах. Хӗрӗн сенкер куҫӗсем хӑранипе чарӑлсах кайрӗҫ, вӗсенче куҫҫуль курӑнчӗ. — Лайӑх, — тавӑрчӗ Ромашов. Ҫавӑнтах ун валли пурте эрех тултарма тытӑнчӗҫ. Ҫемье ҫинчен Лена ун пек шутламаннине вӑл питӗ лайӑх пӗлет. Халь ӗнтӗ отрядӑн «канадас» текен шурлӑхлӑ вырӑнсенчен те, шыв курӑкӗсемпе ӳссе ҫӑрӑлакан «эстерос» текен лачакасенчен те каҫса ҫӳремелле пулчӗ. — Пурте пурӑнаҫҫӗ. Хӑвах каларӑн вӗт-ха, часах пӗтме пултарать тесе. Мӗнле эсӗ кунта килсе лекрӗн? Сыхланах эппин, пӗчӗк йӑмӑкӑм. Кашни каҫ тенӗ пекех, шӑпчӑк юррисемпе пӗрле садсенче, уйсенче, Атӑл хӗрринче Мигунӑн ҫинҫе, хумхантаракан сасси янӑратчӗ, вӑл хитре юрӑсене тӗлӗнмелле лайӑх юрлатчӗ, уншӑн ӑна мужиксем те нумай чухне каҫаратчӗҫ. Пӳлӗм варринче чӑнах та сиятельствӑ — хура кӗпепе улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ тулли кӗлеткеллӗ илемлӗ хӗрарӑм ҫуталса-ялтраса тӑрать. Ҫав апатсем кирлӗ те марччӗ мана! Мана вӗсем патӗнче пурӑнма лайӑхчӗ. Маншӑн пулсан ҫав хваттер Али-Бабан пуян пещери пек туйӑнатчӗ. Унта хӑрушлӑх та, пӗлес килни те нумай пекчӗ. — Эпӗ капитан. Павел савӑнсах пуҫне тайрӗ. Сакнуссем ҫак пысӑк шыва тӗл пулнӑ-ши вара? Ну, ту ӗнтӗ хӑвӑн сутӑнчӑкла ӗҫне! Анчах Зеб тӗтӗме курнӑ, пӑшал сассине те илтнӗ. (аллусене тӳрӗрех тыт-ха…) — «Юрӗ», — терӗ сержант. Бунт пирӗн пуҫ ҫинче, тӑвӑллӑ ҫӑмӑр пӗлӗчӗ пек, пуҫтарӑнчӗ. Вӑл тӗрлӗ сӑмах пуҫтарнӑ. Малтан эпӗ аҫа ҫапнӑ пекех анраса тӑтӑм. Двина шывӗ ҫапла ирӗккӗнех, вырӑсла, сарӑлнӑ та хӑйӗн тулли шывне малалла юхтарать, урӑх ҫакӑн пек ирӗккӗн сарӑлса юхакан шыв тӗнчере те ҫук, тейӗн. Хальхинче вӑл мана куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ, куҫӗ те ытла тӗлӗнмелле пек курӑнчӗ — темле, хӗпӗртенӗ пек, чарӑлнӑ. Тӳррипе каласан, мана акӑ тата мӗн кулянтарать: эпӗ ӑна ашшӗ пекех юрататтӑм пулин те, вилес умӗн вӑл ман ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ… Пӑлханнипе халӑма пӗтерсе тата йӑлтах ывӑнса эпӗ ҫыран хӗррине ҫитрӗм. Чылай хушӑ вӗҫмесӗр пурӑннӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш хут сывлӑша хӑпаракан ҫакӑн пек пилотсен сӑнӗсене вӑл темӗн чухлех курнӑ пулӗ! Ҫавӑ, юлашкинчен, ун пурӑнӑҫӗнчи тӗллев пулса тӑчӗ, вӑл эрех ӗҫме те пӑрахрӗ, ҫывӑрма выртас умӗн шӑм-шаккине юрпа сӑтӑратчӗ, аш нумай ҫиетчӗ тата мускулӗсене ӳстермешкӗн кашни каҫах икӗ пӑт пуканӗ тытса нумай хутчен сӑхсӑхатчӗ. Мӗн тума кирлӗ вӗсем Гарриспа Негорӑна? — Малтан кала: аллусем таса-и? — аякранах кӑшкӑрчӗ ӑна Ковалев. — Таса. — Суятӑн! Тупӑннӑ ун пеккисем. Юрататӑп! Ӗмӗрлӗх-яланлӑхӑн сивви чӗри ҫине, ӑн-тӑнӗ ҫине курӑнми тусанпа витӗнет. Кӑнтӑр каҫӗ яланхи пекех шӑп тӑрать. Ҫав шӑплӑхра е инҫетри сасӑ, е юрӑ сасси, е грузовик кӗрлени илтӗнет. Ан пӗтерсем эсӗ мана, намӑс ан кӑтартсамччӗ! — Эпир мӑнкӑмӑллӑ ҫынсемех мар-ҫке, пулӑшӑпӑр, алласа та парӑпӑр, — хаваслансах пулӑшма пулчӗ Ванюшка. Йӗрсех вилмелле-ҫке ун пек?! Юнпа ҫырни. Щукарь мучин сасси: — Ан тӗрт-ха! Ан тӗрт! Илтрӗмӗр: килнӗ. — Шӑпах ҫакна. Тепӗр тесен, вӑл унпа чухне те сахал калаҫнӑ, унчченхи пекех, ҫанталӑк мӗнле пулассине пӗлме май пуррипе ҫукки ҫинчен е тата мӗн те пулин урӑххи ҫинчен тавлашнӑ. — Ха-ха-ха!.. — ахӑлтатрӗ вӑл пилӗкӗнчен тытӑнса, ҫак мӑнтӑр Гедеон аттене пӑхнӑ май. Севастьян Середа, рядовой… хӑш полкран?.. ҫук, ан та ҫырӑр: вилет. Тепре кала. — Никама та чӗнмен… Пурӑннӑ пулсан-и вӑл, пуҫӑма касма хатӗр, тем тесен те пӗтӗм Совет Союзӗн геройӗ пулатчӗ. Юлашки сводка тӑрӑх вӑрлӑхлӑх тырӑ мӗн чухлӗ пухӑннӑ-ха санӑн? — Пирӗн, Ветӑпа иксӗмӗрӗн — ҫапла чӗнет вӑл Елизавета ятлӑ хӗрачине — ӗҫ урӑхла: пирӗн тӑхтаса тӑма май ҫук. — Ылханлӑ япала! Ку вилтӑприсем патне тепӗр хут таврӑнас пулать, анчах пӗччен килмелле. — Ҫук, ун пиркиех, — хирӗҫлерӗм эпӗ салхуллӑн. Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ, мӗн калас ӑна, ҫынсене мӗн тес?..» Матроссем, буфетри прислуга тата хӑшпӗр пассажирӗсем те вӑл суйнине пӗлетчӗҫ, анчах ҫапах та ӑна хӗтӗхлесе канаш паратчӗҫ: — яра пар, яра пар — каҫарать! — тетчӗҫ. Хуралта тӑракан салтак ӑна Говэн вырӑнне хунипе пӑшалне «на караул» тытса ирттерсе ячӗ. Чӗрем ӳкрӗ… — Так… Хумханса, хӗрӳленсе кайнӑскер, вӑл пӗрре куларах, тепре ҫилленсе, куҫ харшине пӗр ҫӗрелле туртӑнтарса калаҫрӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн сӑмахӗнче курайманлӑх янӑрарӗ. Ниҫтан пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ. — Ҫук, вырӑс мар. — Мӗншӗн Мускавра пурӑнать вара? Павел вилӗм чикки урлӑ тӑватӑ хутчен каҫрӗ, халь акӑ ӗнтӗ самайланса пырать. — Эсир йӑнӑшатӑр, сеньор. Вӑл вӑтӑр ҫул ӗҫленӗ, фабрикӑн пӗтӗмпе те икӗ корпус ҫеҫ пулнӑ чухнех ӗҫлеме пуҫланӑ, анчах халь ҫав корпуссем — ҫиччӗ. Вара тепӗр кун ирхине, вӑранса хам ирӗклӗ ҫын иккенне туйса илнӗ хыҫҫӑн, мӗнешкел йывӑр та кӳренчӗклӗ пулнӑччӗ! «Унпа танлаштарсан, эпӗ чӗмсӗр, — шухӑшласа илчӗ вӑл ҫавӑнтах. «Ытлашшипех ирӗклӗ», — шухӑшларӑм эпӗ, унӑн килпетсӗр кӗлеткинчен ирӗксӗрех йӗрӗнсе. Пытарӑр, кирлӗ пулсан; йӗнерсене тата ҫав тимӗр-тӑмӑра, анчах пулеметпа дисксене хӑварӑр! — Ах, турӑҫӑм! Уйрӑм ҫуртсемпе кварталсем сехетсерен темиҫе пая ванса юрӑхсӑра тухаҫҫӗ, пирӗннисем ҫӗнӗ урамсене йышӑна-йышӑна пыраҫҫӗ. — Ара! чӑт, чӑт! — терӗ вӑл тарӑхнипе. Вӑл ҫывӑратчӗ. Вутта вутпа ҫӗнтерме ҫук, усалла та усал вӑйӗпе ҫӗнейместӗн! «Правдӑра» экспедицие шырасси ҫинчен те калаҫмаллаччӗ манӑн, анчах темшӗн ку мана хӑйне уйрӑм ыйту пек туйӑнчӗ, ӑна пичетлемесен те юрать пек. Вӑл мӗн тесен те капитанӑн пулнӑ ӗнтӗ. — Ӑҫта? Эпӗ… — Пуҫсӑр юланут! — тесе кӑшкӑрать тахӑшӗ халах хушшинчен, вара пурте каялла ҫавӑрӑнса пӑхаҫҫӗ. Бенедикт пичче вара путма пит майсӑр вырӑн суйласа илнӗ. Каймасан, вырӑнтах персе вӗлеретпӗр. Килте пурнӑҫ ӗлӗкхи пекех иртсе пырать, анчах пурте аптраса ӳкнӗ, пурте ман ҫине ыйтуллӑн та ӳпкелесе пӑхаҫҫӗ — ҫакӑ вӑл ман айӑппа пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем. А. П. пымасть». Асӑрта тытӑр ҫакна. Ромашов апат тӑршшӗпех вӑтанса-именсе, аллисене ниҫта хума пӗлеймесӗр, чылай чухне вӗсене сӗтел айӗнче тытса та ҫиттӗн ҫӳҫисенчен ҫивӗтсем ява-ява, хӑюсӑррӑн ларчӗ. Старик хӑйӗн хуралса хӑмӑрланса кайнӑ, картлӑ-картлӑ пулса пӗтнӗ мӑйне тӑсрӗ, кӑвакарса кайнӑ тутине уҫрӗ те хӑйӑлтӑклӑ сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ: «Пирӗн хута кӗр, государь!» терӗ те татах ҫамкине ҫӗре шартлаттарчӗ. Вӑл Валькӑна каҫса кайса итлет. Наши ль головы не крепки! Сывлӑш пуян пирӗн. Ҫак шӑтӑк тӑрӑх Снеффельс тӑрринчен тӗрлӗ япаласем сирпӗнсе тухнӑ пулсан, вӗсем кунта хӑйсенчен нимӗнле йӗр те хӑварманни маншӑн ӑнланмалла мар пулчӗ. — Мистер Гленарван тусӗ? Нивушлӗ эсӗ сиссе илеймен эпӗ сана юратнине? Акӑ ӗнтӗ эпир кӗтсе ларатпӑр. Эпӗ каласа пӗтерсен, вӗсем темӗнле паха ӗҫ ҫинчен ятарласа калаҫнӑ чухнехи пекех, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса темиҫе хутчен кӗҫенсе ячӗҫ. — Сирен вара хӑвӑр айӑплани тӳрре тухатех теме шанчӑкӑр пулнӑ-и? Ҫурхи ҫутӑ хӗвел ир-ирех тухса акӑлчансем ӗҫлекен вырӑна ҫутатса илсе бастионсем ҫинелле куҫрӗ, унтан хула ҫине, Николаевски казарма ҫине, унтан вара, пуриншӗн те савӑнӑҫлӑн ҫутатса тӑнӑ хыҫҫӑн, халь ӗнтӗ, инҫетре майӗпен хумханса, кӗмӗл ҫутӑпа йӑлкӑшса выртакан тинӗс ҫинелле анса пырать. — Хамӑн пыршӑсем. Тӗттӗм пӳлӗмре вӑрттӑн алӑк пулас. Мӗнле-ха эпӗ ун ҫинчен шухӑшламан!.. Вӑл, паллах, ҫын пулӑшмасӑрах тухса тарма пултарнӑ. Серёжа тӗлӗнсе аллисене сарса пӑрахрӗ. — Эсӗ ӑҫтан пӗлетӗн? — Епле намӑс мар сана! — терӗм эпӗ часовоя. Анчах та, тӑванӑмҫӑм, кирек мӗнле ҫапкаланчӑк та, тупата туршӑн, Адам Иваныч Зегржтран е Слива капитанран вунӑ пин хут туллирех те интереслӗрех пурӑнать. — Паллах; эпир ҫӳлте пӗр енче пурӑнатпӑр; эсир тепӗр енче; атте — картишӗнчи пӗчӗк пӳртре; кӑнтӑрлахи апат аялта, кукамай патӗнче, пурте пӗрле ҫиетпӗр. Хӑп ман ҫумран, аҫа ҫапманскер!.. — хӑй ҫав хушӑра хӑяккӑн-хӑяккӑн шӑвӑнса, асар та писер ҫуйхашакан Марина умӗнчен иртрӗ те сурса-ятлаҫса алкумне тухрӗ. Ку кӳреннӗ юрату пӗрне-пӗри хирӗҫ вӑрҫма чӗнни пулнӑ, ҫавӑ вара куҫсем ялкӑшса пӑхнинче тата тута кӗтессисене йӗрӗннӗ пек пӗркеленинче ҫеҫ палӑрнӑ. — Лушка чавсаланса ларчӗ, питне-куҫне ҫак калаҫӑва тивӗҫлӗ пек улӑштарса, тимлӗн итленҫи турӗ. — Вӑл кӗсъерен пӗр ывҫӑ тӗрлӗ вӗт чул кӑларчӗ. Эпӗ ӑна хӑйӗн лаши ҫине лартма хӑтланса пӑхрӑм, анчах йӗнерӗ ҫителӗклех тарӑн пулмарӗ. Давыдов авӑ, хӑйне мӑнна хывманскер, сарлака хулпуҫҫиллӗ те чуна кӑмӑллӑ йӗкӗт, вӑл пачах та ӗҫ айне пулса тӗнчери революцие кӗтсе чунсӑрланса кайнӑ Макар пек мар, Тимофей пек те мар… Халиччен вӗсене нимӗн те туман-ха, анчах, курӑнсах тӑрать, туземецсене хирӗҫ тӑнинчен нимӗн усси те пулас ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен хӗҫпӑшалӗсене туземецсем хӑйсен аллине ярса илнӗ, ҫавӑнпа хирӗҫ тӑрсан та вӗсене хӑйсен карабинӗсен пульлисемех лӑплантарнӑ пулӗччӗҫ. Ҫутҫанталӑк та, тискер кайӑксем те ҫак таса тавӑру йӗрне пытарма пӗрлешрӗҫ. Вӗрен! Ҫав панцырлӗ калтасен хаяр представителӗсем йывӑҫ патне пӗр ушкӑн килнӗ пулнӑ. — Эпӗ хӑрамастӑп, — Матвей Юргин каллех тута хӗррисемпе ҫеҫ кулса илчӗ. Тинӗс ӑна сахалтарах нуша кӑтартнӑ, эпир хамӑрӑн ӑнланусене те ытларах ҫав документ тӑрӑх пӗтӗҫтерсе пытӑмӑр. Арӑм илтессине эпӗ пӗлнӗ. Павелӑн сасси хумханса, янӑранӑҫемӗн янӑраса пычӗ. — Эпӗ ҫавна ҫеҫ тума пултаруллӑ пек туйӑнать мана. Сӑмах майӗпе, эпӗ чарӑнса ирхи апат тӑвассишӗн сасӑлатӑп. Сӑмахран, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл пиратсен шайкине хӑйсем те пӗлмен ҫӗрелле илсе каять тейӗпӗр. Юлашкинчен мачта тӑрринче пӑхса пыракан юнга умра темӗнле ҫӗршыв пуррине асӑрхать тейӗпӗр. Вара пиратсем ҫав ҫӗршыва ҫаратса тустарма ҫыран ҫине кӗпӗрленсе тухаҫҫӗ. Ҫак ҫӗршывра вӗсем хӑйсене хирӗҫлемен, хӑйсене аван йышӑнакан халӑхпа тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӗршыва вӗсем ҫӗнӗ ят параҫҫӗ, король ячӗпе тесе ӑна хӑйсен аллине туртса илеҫҫӗ, асран кайман паллӑ вырӑнне ҫав ҫӗр ҫине ҫӗрӗк хӑма е чул лартаҫҫӗ, вырӑнта пурӑнакан халӑхран икӗ е виҫӗ дюжин ҫын вӗлереҫҫӗ, заложниксем вырӑнне тесе хӑйсен карапӗ ҫине темиҫе ҫын туртса илсе килне таврӑнаҫҫӗ, кунта вӗсене пуриншӗн те каҫараҫҫӗ. Малтанхи вӑхӑтра хӑнӑхса ҫитиччен вӑл апат ҫинине йӗрӗнсе ҫеҫ пӑхса лараттӑмччӗ. Пирӗн кӑркка ҫунаттинчен вунӑ хут пысӑк тӑри ҫунаттине шӑмми-мӗнӗпе шатӑртаттарса кӑшласа ҫиетчӗ тата вуникшер пенни тӑракан пирӗн ик ҫӑкӑр пысӑкӑш татӑксем ҫырта-ҫырта хыпатчӗ. Кун пек сӑмах хулари ытти пуянсем ҫинчен те ҫӳренӗ, — пурте вӗсем хӑйсен миллионӗсене ҫаратупа, вӗлерӳпе, тата, чи нумаййи, суя укҫа ҫаптарнипе пуҫтарнӑ пулать, Фома ҫакӑн пек калаҫусене мӗн ачаран илтсе ӳснӗ, тӗрӗс-и вӗсем, тӗрӗс мар-и, — ун ҫинчен вӑл нихҫан та шухӑшламан. Дикарьсем ахӑрашса ҫухӑрашнисемпе юрланисем питех те лайӑх илтӗнеҫҫӗ, таркӑнсемпе дикарьсем хушшинче ултҫӗр фут мар, аллӑ фут кӑна теме пулать. Ӳчӗсем вырсарникунхи ирччен тупӑнмасан, вара нимӗнле шанчӑк та пулмасть. Вырсарникун, кӑнтӑрлахи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, ҫав ачасем виллӗ тесе кӗлтӑваҫҫӗ. Ҫав ҫынах конак умӗн иртсе пынӑ та унта тем чухлӗ хӗҫ-пӑшал купаланса тӑнине хӑй куҫӗпе хӑй курнӑ: хӗҫ-пӑшалне халӑх пыра-пыра панӑ… Ҫапла майпа Казондепе Ибн Хамис караванӗ килнӗренпе пилӗк кун иртрӗ: Муани-Лунгӑна пытариччен икӗ кун, ун хыҫҫӑн виҫӗ кун. «Ан перӗр, государь патне тухӑр. Эсӗ ӑна вӑл чупнӑ чухне персе тивретме пултарнине пӗлес пулать ман, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. Оленин ҫак хыпара илтсен савӑнчӗ те станицӑна урӑх таврӑнас мар тесе шутларӗ. Вӗсен тӗрлесе тата эрешлесе капӑрлатнӑ тӗпӗсем кӑвак стенасен хӗррипе пӗр евӗрлӗ йӗрсемпе тӑсӑлаҫҫӗ. — Сывлӑх сунатӑп, Саша! Пурин валли те ярам. Анчах тӗлӗнмелли вӑл мар, унӑн йӑмӑкӗ. Вӑл аманчӗ, ҫапах та палуба ҫине хӑех анчӗ. Чикӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче комсомол ячейкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑтса тухаҫҫӗ. Санин кашӑксемпе шакӑртаттарчӗ, чей чашкисене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса лартрӗ, банкӑсемпе ещӗксене аллине чике-чике кирлине илчӗ, — кусен кӑмӑлӗсене те тултарса кӑларса ячӗ. Анчах ҫӑткӑнлӑх ҫӗнтерчӗ-ҫӗнтерчех. Пантелейпе Емельян юнашар ларнӑ та шухӑша путнӑ. — Мon сhеr, — терӗм эпӗ ӑна, хӑй калаҫнӑ пекрех калаҫма тӑрӑшса:— Le meprise les femmes pour ne раs les atmer, car autrement la vie serait Un metodrame trop ridicule. Паян эсир эпӗ ыйтнисене пурне те тумалла. Эпир пӗр-пӗрне ыталаса илтӗмӗр. Вӑл хӑйне ҫак енчен кӑна хакланӑ. Эпӗ турӑ амӑшне юрататтӑм; кукамай каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, турӑ амӑшӗ ӗнтӗ мӗскӗн ҫынсене йӑпатма ҫӗр ҫине пур чечексене те, пур савӑнӑҫсене те — мӗн ырри, илемли пур — пурне те акса ҫӳрет. Кун пек китандӑна икӗ ҫын хулпуҫҫи ҫине хурса йӑтаҫҫӗ. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ пырса кӗнӗ вӑхӑтра вӑл палаткӑра ҫывӑрнӑ пулнӑ; обозра ӗҫлекен офицерӗ, уйӑх вӗҫленнӗ май, казна укҫине шутласа ларнӑ. Тул енчен пӑхсан вӑл матросӑн ытахаль арчиехчӗ. Хуппи ҫине хӗртнӗ тимӗрне ҫунтарса ҫырнӑ «Б» саспалли пурччӗ. Нумай вӑхӑт хушши те йывӑр службӑра пурӑнса ирттернӗрен арчи кӗтессисем ҫийӗннӗ тата хӑйпӑннӑ. — Сире вӑхӑтра план тултарса пултӑр, вара хуть тӗнче пӗттӗр. Унсӑр — мӗн усси-ха? Вӑй хӑйне хӑй те шанмасть пулас, шутлама тытӑнчӗ, ун вырӑнӗнче кирек кам та ҫавӑн пек тӑватчӗ пулӗ ҫав. Унӑн лекцийӗсем, нимӗҫсен философийӗ калашле: «субъективлӑ» майпа пыраҫҫӗ, вӑл студентсемшӗн мар, хӑйшӗн ҫеҫ вулать. Сид пусма тӑрӑх чупса анчӗ те:— Ой! Полли мӑнакка, часрах килӗр! Пӗчӗк картишне курӑк, хыт хура пусса илнӗ. — Чӑнах, господин Мак-Набс! — терӗ ача. — Эпӗ вӗсене паллатӑп. Тулта ҫумӑр ҫунӑ, кантӑксем тӑрӑх шыв ҫапӑнса юхнӑ, ҫумӑр шывӗ, ҫивитти ҫинчен ҫӗре шӑпӑртатса анса, ӗсӗкленӗ пек илтӗннӗ. — Мур илесшӗ! — терӗ тӑваттӑмӗшӗ, юлашкийӗ, ҫавӑн пекех ыррӑн янӑракан чӗлхепе. — Астӑватӑр пулӗ эсир, вӗсем тарса тусем хушшине пытансан, вӗсем ҫинчен тата вӗсен паллисене пур ҫӗре те ҫырса пӗлтерчӗҫ. Вара кардинал… мӗн ятлӑччӗ-ха ҫав ирсӗр этем?.. Унтан сунарҫӑ пӗр хушӑ хулари чан сассине итлесе тӑчӗ те хушса хучӗ: — Чунтан канаш паратӑп, ырӑ сунса. Итлет старик, кӗтет. Чӗрене пырса тивекен ҫав сасӑсене вӑл кунтисенчен пуринчен те лайӑхрах ӑнланать. Пӗр самант ӑна музыкант чӗринчен тухса ытла та ирӗклӗн шӑранакан ҫак хӑватлӑ импровизаци, ӗлӗкхи пекех сасартӑк татӑлса кайса, суккӑр чунӗнче шиклӗхпе тем ҫитменлӗх ҫуратассӑн, унӑн тата тепӗр ҫӗнӗ суранне уҫассӑн туйӑнса кайрӗ. Бутылкӑсем! Сасартӑк вӑл пачах та урӑхла сасӑпа ыйтрӗ: — Конторщикӑн ывӑл ачине астӑватӑн-и? Ӗлӗкрех вӑл Иван Иванович патне кайкалатчӗ. Анна Васильевна ун хыҫҫӑн пӑхса юлчӗ. Кухарка пирӗн куҫ умӗнчех вилсе карӗ: сӑмавар ҫӗклемешкӗн пӗкӗрӗлчӗ те, сасартӑк, ӑна такам какӑртан чышнӑ пек, урай ҫинелле ларчӗ, унтан аллисене малалла тӑсса, пӗр сассӑр хӑяккӑн кайса ӳкрӗ, ҫӑварӗнчен юн юхса анчӗ. — Чартков мсье эсир пулатӑр-и? — терӗ хӗрарӑм. Ырӑ ачасене ҫавӑ мӗншӗн хӗпӗртеттерсе култарать-ха? Пулӑ та сайра кӗрет, сунарта та ним тытма ҫук. — Ҫухалнӑ ҫынпа. — Халех, халех, тӑванӑм, — тесе тухса кайрӗ Михайло князь. Эпӗ ӑна становой яланхи пекех Кузьмин патӗнче чарӑнса тӑни ҫинчен, лавкаҫа ҫупса янӑшӑн Кукушкина сивӗ ҫӗре лартни ҫинчен каласа патӑм. Вӗсем кӑвар пек йӑлтӑртатрӗҫ. Вӑрҫӑ тӑвӑлӗ часах хускаласса сиссе, вӗсем пӗрмай хӗвелтухӑҫнелле пӑхкаласа тӑраҫҫӗ, унта анлӑ хысаксенче хуралҫӑсем вырнаҫнӑ окопсем тӗллӗн-паллӑн курӑнкалаҫҫӗ. Танковӑй арми нимӗҫ укрепленийӗсене татса кӗнӗ кун Алексей служить тӑвакан гвардейски истребительнӑй полкшӑн чи хӗрӳллӗ боевой пурнӑҫӑн пуҫламӑшӗ пулнӑ. — Халех яхӑнне пырать, кӗҫ-вӗҫех ӗҫ патне пырса ҫитет. Ҫав вӑхӑталла мана вӗрентме атте мосьё Бопре француза тара тытрӗ. Ӑна, Мускава ҫыру ярса, пӗр ҫулталӑклӑх запас эрехпе тата провански ҫупа пӗрле, кӳртерчӗҫ. Лешӗ, экзаменра пӗтӗмпех пӗтсе ларнӑскер, кукӑшӗ патӗнче чунне савӑнтарса пурӑннӑ, вӑхӑтран вӑхӑта амӑшне укҫа ыйтса янӑ телеграммӑсемпе сехӗрлентерсе тӑнӑ. — Питӗ шел, Женьӑна курма тӳр килмерӗ. Христоса пӑталарӗ-и вара ҫак хӗрача? Шуйттан вӗт вӑл, тимӗр шапа. Тепӗр енчен тата: «Ҫук, ун пек пулма пултараймасть, сана ахаль ҫеҫ ҫапла туйӑнать», — тени илтӗнчӗ. Марина ҫинчен шухӑшлать, хӑйӗн куҫӗсенчен кичемлӗхпе кӳренӳн ҫав тери йӳҫӗ куҫҫулӗ шӑпӑртатса юхнине туять. Тархаслатӑп сире… Ан пӑхӑр, пӑхма юрамасть сирӗн… Пӗтӗмпех ҫунса кайрӗ, юлни — акӑ: куратӑр-и? Лешӗ аллисемпе ҫӗре сӗртӗнмесӗрех ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ — йӑл кулса, куҫӗсене хӗсӗнтерсе, ҫапла ыйтрӗ: — Чипер-и эпӗ? О, мӗнлерех хӑрушӑ! — Ну, йӑлӑнса калатӑп сире, Петр Фадеич… Вӗсем курӑнмарӗҫ. Хуҫи ӑна аллисемпе ачашласа лӑпкать, хӑйӗн тимӗр пек хытӑ, хутланман пӳрнисемпе унӑн ури сыпписене хыпашласа пӑхать. Тыткӑна лекнисенчен пӗри, ҫивӗч куҫлӑ та вӑрӑм боец, типшӗм питлӗ те шӑрт пек хура сухаллӑскер, витре кӑларса ҫӑл пури ҫине лартрӗ те тӳрех шыв ӗҫме тытӑнчӗ. — Арҫын йӗмӗсем? — ҫамрӑк хӗре кун пек калаҫнине итлесе сиенлӗ мар-ши тенӗ пек, мадам Альтман ирӗксӗрех хӑйӗн хӗрӗ еннелле пӑхса илчӗ. Эпӗ хама вӑйлӑ пек туйнӑран, ҫамрӑк ҫын кӳренни ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӑм; кайран вара ҫав ҫамрӑк ҫын хӑй хӗрне куҫ умӗнчех туртса илсе каякан тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ ача кам пулни ҫинчен ыйтнине пӗлтӗм. Мӗнле вӑрттӑнлӑх пур-ши тата ҫав чее те уҫӑмсӑр хӗрачан? — Ерунда мар, леш хуринне, — мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? Часах акӑ вӑл «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывне» ҫитет. Гимназире вӗреннӗ чухнех кӗнекесемпе пӑтрашса пӗтнӗ, халӗ таҫта социалистсем хушшинче ҫухалса кайнӑ Илья-ухмах. «Хӑвна ху эсӗ этем пек тытмастӑн» тенӗ. «Куҫа тем курӑнма пуҫларӗ? Унтан вара манӑн е ҫуран каймаллаччӗ, е трамвай кӗтсе тӑмаллаччӗ; Ҫак мӑнастир картишӗнчи шӑплӑхри пек урӑх ниҫта та тарӑн шухӑша кайма ҫук пуль. — Ҫавӑнта, фургонсем хыҫӗнче. Е хӗрарӑма пайлайман-ши? Ку шнапс. Соломонӑн тӗрӗслӗх сучӗ пирки хӑйсем патӗнче Ассирирех нумай илтнӗ иккен те, ҫавӑнпа, кайран каласа кӑтартма кирлӗ пулӗ тесе, Израиль патшин пӗр сӑмахне сиктермесӗр тытса хӑварма тӑрӑшнӑ вӗсем. — Ӑҫта кайнине сире каламарӗ-и? Мӗнле явӑл йӗркийӗ пултӑр кунта! Кун пек самантсенче Билль Галлей хӑйӗн каютинчен сиксе тухса «Дункан» ҫинчи ырӑ матроссене темтепӗр ылханса вӑрҫать. — Эс кайса выртах, Марийка. Вӑхӑт ҫур ҫӗр иртсе виҫӗ сехет патнелле ҫывхарать. Тимур кравать ҫине хуйӑр хуппи татӑкӗ пӑрахрӗ: — Коля, тӑр! — Тусӑм, манӑн вӑхӑт ҫук, эпӗ инҫе ҫула тухса каятӑп. Инсаров тӑчӗ, васкавлӑн алӑк питӗрчӗ, каялла ун патне пырса, ӑна аллинчен тытрӗ. Пӑшал сассине илтсе, пӳртрен Андрей амӑшӗ чупса тухрӗ. Нагульновпа Давыдов, Любишкин, Щукарь мучи тата тепӗр виҫӗ казак ял Советӗнчен тухрӗҫ. Вӑл ҫак сӑмахпа килӗшсе паллӑ тӑвать. Хӑрах куҫли ҫӳлелле сикрӗ. Вӑл шыҫӑ пӳрне тутипе ҫӑвар тулли ӗмсе сура-сура пӑрахнӑ, ҫапла майпа ҫынна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑ. Унта ӑна икӗ площадкӑран ытла ниепле те парасшӑн пулман. Карлсбрукра ытлашши ҫӳремерӗҫ вӗсем; апла пулин те Австралинчи хуласем мӗн евӗрлӗ пулнине пурпӗрех пӗлме май пулчӗ. — Ҫук, эпӗ кӑштах суранларӑм ӑна, — васканипе хыттӑн ответлерӗ Тихон, аяккалла пӑрӑнса. Вӑл хӑҫан ҫывӑрнине те, ҫывӑрнӑ ҫӗртен хӑҫан тӑрса утнине те астуми пулчӗ. — Сисет! — терӗ Павел. — Питӗ тӗлӗнмелле! — тесе тӑсса ячӗ аптӑраса ӳкнӗ Паганель, вӗсем мӗнне пӗлес тесе, вӑл индеец ҫине пӑхрӗ. Йытӑ ҫухални питӗ лайӑх мар япала, мӗншӗн тесен вӑл пулас хӑрушлӑха маларах систерме пултаратчӗ. Джойс, пуҫне пуля тивсе шӑтарнӑскер, ӗмӗрлӗхе куҫне хупнӑ. Шӑпах пӳрт варринче сквайр капитана тытса тӑрать, иккӗшӗн те пичӗсем шуралса кайнӑ. Алексей юратнӑ пысӑк пуҫлӑ Кучум картиш тӑрӑх ҫӗр шӑршласа ҫӳрерӗ-ҫӳрерӗ те сасартӑк, пуҫне пӗлӗтелле ҫӗклесе, хытах та мар, тем ҫинчен ыйтнӑ пек йынӑша-йынӑша илчӗ. Сиртен пӗрне эпӗ, эсир чӑнласах лаша пулсан, мана хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине лартса мӗнле те пулин ҫурта е яла илсе кайма ыйтатӑп, унта эпӗ пулӑшу илме тата канма пултарӑттӑм, терӗм. Ҫакӑ вӑл хӑҫан та хӑҫан хӗрарӑм хӑйӗн хӗрлӗхне ҫухатманнине чи тӗрӗс те таса япала тесе шутлама пуҫлать, хӑҫан та хӑҫан ҫыннӑн чапне, пуянлӑхне т. ыт. те намӑс, мӑшкӑл вырӑнне хума вӗренет — ҫавӑн чухне тин улшӑнать. Ӑна курсан, Юргин танка аса илчӗ. Ҫав пушӑ пӳлӗмрен вак буржуйсене кӑларса яр-ха, тыррисене паянах турттарса килччӗр, унсӑрӑн пит-куҫа ҫуса килсен каллех хупа-хупа лартатӑп вӗсене. Ку ҫын Ромаҫпа туслӑ пулни, уншӑн тӑрӑшни, унтан та ытларах — Ромаҫ хӑйӗнчен пӗр вунӑ ҫул аслӑ пулнӑ пулин те ӑна хӳтӗлеме тӑрӑшни тӳрех курӑнчӗ. — Атте турӑ вӑйӗ, — терӗ вӑл, Петр ҫине ытарма ҫук хисеплӗн пӑхса. Анчах Полозов мӑшлатса та пуҫне сулласа ҫеҫ ларчӗ, мӗншӗн суллать-ши вӑл пуҫне — ырласа е хурласа, — куна вара шуйттан хӑй те пӗлес ҫук. — Мӗншӗн майор Рингауд? Тумтирне юсакаларӗ те мана пур енчен те тимлӗн пӑхма тытӑнчӗ. Новомлинск станицине гревен казакӗсен тӗп тымарӗ тесе шутланӑ. Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ, глиссад сулахаялла… Арто, пуҫне Сергей чӗркуҫҫийӗ айне чиксе, ерипен йынӑшать. Анчах Макар вӑхӑтра тата темле вӑй хумасӑрах алӑка хӑй енне туртрӗ, малти пӳлӗме кӗчӗ, сассине хӑпартса:— Санпа шӳт тумаҫҫӗ! Ҫавӑншӑн Ерофей Кузьмич пӑшӑрханнӑ. — Кала, халех пырать, те! Хӗрача чарӑнса тӑчӗ, хӑранипе енчен енне пӑхкаланӑ хыҫҫӑн:— Рада аппа, Соколов тухтӑр ӑҫтине пӗлместӗн-и? — тесе ыйтрӗ. Тата ютсене, урӑх ҫӗрсенчен илсе килсе тултарнӑ. Йӗри-тавра ҫынсӑр анлӑ вырӑн сарӑлса выртать. Айӑпланакан хӑй ҫынна хӗрхеннине пула тӑван ҫӗршыва хӑрушлӑха кӗртсе ӳкерчӗ. — Сан пата больницӑна пыма юрать-и тата? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Хӗвел ҫути? — Мӗн пирки? — Эсир вӑл вилнӗ терӗр-ҫке? Килне ҫитме виҫӗ сехете яхӑнах утрӗ, ҫул ҫинче мухтанса пычӗ, каҫ пулнӑ ҫӗре вара пӗтӗм Гремячий тӑрӑх сӑмах сарӑлчӗ: «Любишкина унта службӑна ӑсатнӑ чухнехи пекех тумлантарса янӑ! Ҫен-Малона икӗ ҫулпа ҫитме пулать: Доль урлӑ тата тинӗс хӗррипе. Шав вӑйлансах пычӗ. — Ҫук, ҫук, эпир ӑна унта илсе ҫитерме памастпӑр. — Ун ҫинчен калаҫмӑпӑр, Гек, — тавӑрчӗ Джим. Турри хӑй вилмен вӗт… Мӗн пулчӗ-ши ӑна? Анчах вӑл чавсипе тӗреленсе ҫӗкленме те ӗлкӗрейменччӗ — Трофим, тӑватӑ урипе те тапса, утӑ ҫинчен сиксе анчӗ те, пуҫне пӗкӗртсе, сухалне мӑнаҫлӑн та ҫиллеслӗн силлесе илчӗ. Эпӗ кашни минутрах ҫав тӗтӗм ӑшӗнчи ача-пӑча ушкӑнӗнчен сап-сарӑ ҫӳҫлӗ пуҫсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленсе пытаннине асӑрхаса лартӑм. Тимӗр Маска яланах ҫапла тунӑ, ку шутсӑр лайӑх мел. Ман хыҫҫӑнах Сонечка та килсе кӗчӗ. Вӑл сывӑ пулса, хӑйӗн ӗҫне тусан та, эпир хамӑр енчен нимӗн те тума пултараймастпӑр. Ку таранччен ун ывӑлӗ вилнине уҫҫӑнах кӑтартса паракан япаласем пулман, чухлакаланӑ кӑна. Пӗр сехет хушши пит асаплӑ ҫулпа пынӑ хыҫҫӑн, пирӗн телее пула, эпир вулкан тӑрринчи юр ҫинче кӗтмен ҫӗртенех пусма картлашкисем пек выртса тухнӑ чул катӑкӗсем патне ҫитрӗмӗр. Вӑл ун ҫине ҫав тери хӑвӑрт сиксе ларчӗ, Яков ӑна тӗртсе яма та ӗлкӗреймерӗ; Унпа пӗрле пыракан ҫынӑн аллинче корзинка. Сӗтел-пукансем, коверсем, тӗкӗрсем тата хуҫа хваттерне тӑвӑрлатса тӑракан япаласем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ, хӑйсем килӗшӳсӗр пысӑк пулнипе, сӑрпа лак шӑршисем кӗнипе мана тарӑхтаратчӗҫ; хуҫасен пӳлӗмӗсем ахаль те мана килӗшетчӗҫ, кирлӗ мар, ытлашши япала чышса тултарнӑ арчасем пек туйӑнатчӗҫ. Вӑл пӗрре те иккӗленсе тӑмарӗ, Эдемпа Виктори провинцийӗн столици хушшинче карапсем яланах ҫӳреҫҫӗ терӗ. — Пулӑ ҫисе ярӗ вӗт ӑна? Мӗн кӗтеҫҫӗ вӗсем? Сучок шалча патне чупсах кайрӗ. — Ну, тавҫӑрса ил, — тет вӑл. Ҫак кунсенче манӑн ытахальтен ҫеҫ илӗртекен ют ҫӗршыв ҫыннисем ҫинчен мар-ха шухӑшӑм. Прицел ҫине пӑхма пӑрахсан, Алексей хӑй ҫапса антарнӑ самолётпа юнашар пынӑ тепӗр самолёт та анса кайнине курса тӗлӗнчӗ. Шӑнмарӑн-и? Енчен те кӑшкӑрма шутлатӑр пулсан, вилес умӗн кӗлтума та памӑпӑр сире…» Вӑл ӗнтӗ хӑй ҫитес тӗл патне ҫывӑх. — Эй, турӑ, Иисус Христос! — ҫурма сасӑпа каланӑ вӑл, ерипен сӑхсӑхса. — Вӑл ӗнтӗ… — терӗ те Лозневой, именсе хӑйне хӑй пӑхса илчӗ, вара хӑй пӗр виҫӗ кун малтанрах мӗнле лайӑх ҫӗлетнӗ шукӑль форма тӑхӑнса Лопуховсен крыльци ҫине хӑпарнине аса илчӗ. Сан хуҫа хӗрӗ мана апатланма сӗнчӗ, анчах эпӗ кая юласран хӑраса ҫимерӗм. Павела тӗрлӗ ыйтусем паркаласа, чылайччен пӑркаларӗ вӑл, вара Жухрайпа чӑнах та пӗлӗшлӗ иккенне пӗлсе ҫитсен тин, тӗрӗссине каласа пачӗ: Фёдора Ташкента, Туркестан фронтне, ӗҫлеме куҫарнӑ. — Тепре куриччен, господа! Ҫакӑн пек тӗрӗс цифра епле майпа туса панине манӑн питех те пӗлес килчӗ те, эпӗ патша ҫывӑхӗнчи пӗр улпутран, хамӑн тусӑмран, ҫавӑн ҫинчен пӗррехинче ыйтрӑм. Вӑл мана ҫапла каларӗ: его величествӑн математикӗсем квадрант текен инструмент пулӑшнипе ман пу ҫӳлӗшне виҫнӗ те ман кӗлетке лилипут кӗлеткинчен вуникӗ хут ҫӳллине пӗлнӗ; ҫакӑнтан вара вӗсем ман кӗлетке калӑпӑшӗ 1728 лилипут кӗлетки калӑпӑшӗ чухлине, ҫавӑнпа ӑна апат пӗр лилипута кирлӗ апатран ҫавӑн чухлӗ ытларах кирлине шутласа кӑларнӑ, терӗ. Анчах ял кӑмӑла каймасть мана, мужиксене — ӑнланмалла мар. Ҫакӑнтан малтан ман пит-куҫпа алӑсене темле ырӑ шӑршӑ кӗрекен ҫу сӗрчӗҫ те, вӑл ухӑ йӗпписем пӗҫертсе ыраттарнине сасартӑк лӑплантарчӗ. Марьянкӑн пит-куҫӗнче нимех те палӑрмарӗ, анчах вӑл хӑй ятне илтсессӗн унӑн пичӗ сасартӑк ҫуталса кайрӗ. Анчах чуна ҫак вӑхӑтлӑха ӑҫта пытарас-ши? Пысӑк та мар чун, ҫапах ниҫта пытарма ҫук. Пытарсан лайӑхчӗ. — Куратӑн-и, хускалмасть те, куратӑп ӗнтӗ эпӗ. Мӑнаккӑшӗ ҫывӑрма выртсан та, ачан тата нумай тапранмасӑр шӑп выртма тиврӗ. Мӑнаккӑшӗ хӑйне канлӗ мар пек пӗрмай ҫаврӑнкаларӗ, пӗр енчен тепӗр еннелле куҫкаласа выртрӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе унӑн ҫӑварӗнчен темӗнле хурлӑхлӑ сӑмахсем туха-туха кайрӗҫ. Уйӗсенче тӗллӗн-тӗллӗн кӗрхи калча лаптӑкӗсем курӑнкалаҫҫӗ, вӑрманӗсенче вара, ӑҫта пӑхнӑ унтах, тӑкӑннӑ ҫулҫӑ ҫӗрсе выртать, ҫӗрекен ҫулҫӑсене витӗрех кӗрхи кӑвак сӑн ҫапнӑ. Ҫавӑнтах кайӑксем мӗнпур кӗтӗвӗпе сывлӑша ҫӗкленчӗҫ те, Паганеле вӗсем мӗнле вӗҫнине пӑхса хавхаланма май килчӗ. — Эпӗ ҫилленместӗп. Юрать, эпӗ сана парӑп ӑна, анчах юлашки страницине ан вула, юрать-и? Кунта хавильдарсен чӑпӑркки лексе аманнӑ хӗрарӑмсем; хӑйсем йывӑр йӑтнине пӑхмасӑрах, асапланса, хӑвӑрӑлса ҫитнӗ, юнлӑ ураллӑ ачасене йӑтса пыма тӑрӑшакан амӑшӗсем, каторгӑри ҫынсен тӑллинчен те асаплӑрах мӑйкӑчпа мӑйкӑчланӑ ҫамрӑк ҫынсем — мӗн пур-ши тата ҫут тӗнчере ҫакӑн пек этем кӗтӗвӗнчен ытла сехрене хӑпартакан япала! — Суятӑн. Тепринче, тӑшман тылӗнче куҫса ҫӳрекен группӑра пулса, вӑл засадӑран сиксе тухса нимӗҫсен обозӗ ҫине ыткӑннӑ, гусеницӑсемпе лашасене, лавсене, нимӗҫсене таптаса лапчӑтса пӗтернӗ. Жак Паганель юлашки хут арпашса кайни Табор утравӗ патӗнчен кайнӑранпа вунпӗр кун иртсен, яхта мартӑн 18-мӗшӗнче Америка ҫыранӗсем патне ҫитрӗ. — Чӗлӗмпе туртар мар-и? — терӗ Матвей Юргин. Ирхи таса шӑплӑхра унӑн сасси янӑравсӑр, хӑйӑлтатнӑ пек илтӗнчӗ, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн курпун тепӗр хут хытӑрах каларӗ: — Каҫар, атте. Лена телейлӗ пек туянатчӗ ӑна. Манӑн ҫав ҫынсене те курас килчӗ. Ҫак предани тӑрӑх, авалхи вӑхӑтра ехусем ҫӗршывра паллӑ та пулман. Анчах ку ӗҫ валли ҫапах та нумай пӗлни кирлӗ. Ҫултан сылтӑмалла та, сулахаялла та ирӗлсе пӗтеймен хӗл тумӗн саплӑкӗсем таткаланса выртнӑ. — Ку ӗҫ тухсан, эпӗ тӗрмене кресло ҫине ларнӑ пекех кӗрсе ларӑп! — терӗ Самойлов, аллисене сӑтӑркаласа. «Пӗтет пулмалла», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче… Анчах мӗнле ӗҫе тытӑнмаллине пӗлесчӗ? Итле-ха, Гек, вӑл мӗн санӑн? Халӗ каланисенчен эпӗ хӑшпӗр шухӑшсене пухрӑм, е мистер Трелони ирӗк парсан, вӗсем ҫинчен сире каласа кӑтартӑп. Вӑл ҫул вӑрмансем, шурлӑхлӑ вырӑнсем, нумай вӑхӑтлӑха тунӑ укрепленисем пулнӑ тӗмескеллӗ, шӑтӑк-путӑклӑ, йӗплӗ пралуксем карса пӗтернӗ уйсем урлӑ выртнӑ. Тӑватӑ хутчен вал аллине хайхи пуянлӑх патнелле тӑснӑ, анчах тӑватӑ хутчен те вӑл вӑранса чӑннине туйса илсенех, ҫав пуянлӑх таҫталла ҫухалнӑ. Патагонец аллинче вӑл питӗ хӑрушӑ япала пулса тӑрать, мӗншӗн тесен ӑна вӗсем тӗлӗнмелле ҫӑмӑл тыткалаҫҫӗ. Ҫук, ку урӑх Степан Бояркин иккен, пачах урӑхласкер, вӑл ун пеккине ку таранччен Ольховкӑра курманччӗ-ха… Вӑл икӗ хутлӑ, ун тӑррине икӗ аркӑллӑ бельведер туса лартнӑ, унта часовой тӑрать; ҫивитти ҫине пысӑк сехет циферблачӗ выранаҫтарнӑ. — Хулара ҫулталӑка яхӑн пурӑнтӑм, анчах халӗ сирӗн пата фабрикӑна куҫрӑм, пӗр уйӑх каялла. — Эпӗ таврӑнсан… Итле, сarino, вӑл ыйтӑва эсӗ татса пар. Виҫӗмҫул, астӑватӑр пулӗ, графиньӑран эпӗ ҫӑм туянтӑм, Казимир Михайлович ҫаван чух кӗсйине пӗр виҫӗ пин чиксе хӑварчӗ. Сарӑ тӗспе сӑрланӑ малти вагон патӗнче Павел чӗлпӗрне туртрӗ. Пурте меллӗрех майлашӑнса выртма тӑрӑшрӗҫ. Техас сире пит те кӑмӑла каймалла сӑмахсемпе калаҫма вӗрентнӗ. — Апла, эппин, эсӗ-и-ха чаплӑ вӑрӑ-хурах? Тухтӑр патне ирхине ирех янӑ. Вӑл, ывӑлӗ ан ҫиллентӗр тесе, ун ҫинчен ӑна хӑйне те пӗлтерсе хума шутларӗ. Акӑ, сӑмахран калӑр, эсир халӗ помещик, сирӗн вилнӗ аслаҫӑр пекех помещик, анчах сирӗн ун пек власть ҫук! Эсир хӑвӑр та ун пек ҫын мар. Эленпа Мэри, кисреннипе вӑранса кайса, хӑрамасӑрах палуба ҫине тухрӗҫ. Пур ҫӗрте те ӑна ӗҫлеме юратнӑшан, хавшакшӑн, вӑйӗшӗн хаклӑ хунӑ, пуринчен ытла ырӑ, лайӑх кӑмӑлӗшӗн юратнӑ; анчах вӑл ниҫта та нумай пурӑнайман, мӗншӗн тесен ҫулталӑкра икӗ хут, хӑш чухне ытларах та ӗҫме тапратнӑ, ун чухне вара, ҫийӗнчи тумтирне ӗҫсе янисӗр пуҫне, ашкӑнма, ҫын ҫумне ҫулӑхма, вӑрҫма юратнӑ. Эпӗ пӗлетӗп, санӑн куҫусем ун ҫине тахҫантанпах ӑмсанса пӑхаҫҫӗ. Ҫапла темиҫе секунд иртрӗ. Сасартӑк Джойс хӑйӗн мушкетне бойницӑна чикрӗ те персе ячӗ. Унан шӑрҫисем сарӑлса кайнӑ, ним хускалми хытса пӑхакан куҫӗсенче темле тӗксӗм сехӗрленӳ, чунне ҫавӑрса илнӗ темле асамлӑ вӑйсемпе ҫын ӑстӑнӗнчен те ҫӳлерехри пӗлӳсене ирӗксӗррӗн парӑнни палӑрса, курӑнсах тӑчӗ. — Егорий, ме, тыт! — аялтан темле пысӑк тӗксӗм япала тӑсса кӑшкӑрчӗ Пантелей. «Мӗн тетӗр-ха эсир, Пётр Фёдорович? Ӑна нихӑҫан та чӗнме юрамасть! Унтан сасартӑк пурте пӗр харӑс калаҫса ятӑмӑр та, вӑл пире пурне те кӑмӑла кайни палӑрчӗ. — А вӑл, ахаль, ӑнсӑртран пулнӑ япала, — терӗ боцман пулнӑ ҫын, майор ҫине шӑтарас пек пӑхса. Ҫак ялтӑркка тӗксӗм витӗр цивилизациллӗ ҫӗршывсемшӗн маяк пулса тӑракан ҫӑлтӑрсен ҫуттинче яхта хӑюллӑн малалла ишет, Магеллан проливӗнче якӑр ярса лармалли вырӑнсем темӗн чухлӗ тӗл пулаҫҫӗ пулсан та, вӑл ҫӗрле те чарӑнса тӑмасть. Яков Лукич ним шухӑшлама та ӗлкӗреймерӗ, ҫара урисем ӗнтӗ хӑйсемех «налево кругом» ҫаврӑнчӗҫ, тӑрса ывӑннӑ ура тупанӗсем пӗр-пӗринпе илтӗни-илтӗнми шаклатрӗҫ. Планшетне уҫса пӗр хушӑ шырасан, вӑл унтан ҫӗтӗлсе пӗтме пуҫланӑ, целофан листи ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ журнал страницине туртса кӑларчӗ. Хӗрарӑмсем булка сутаҫҫӗ, сӑмаварпах тухнӑ вырӑс мужикӗсем вӗри шерпет тесе кӑшкӑраҫҫӗ, унтах тата, аялти картлашкасем ҫинче, тутӑхса кайнӑ етресем, бомбӑсем, картечсем, тӗрлӗ калибрлӑ чугун тупӑсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Кӑшт леререхре пысӑк площадь, унта темӗнле, ҫав тери пысӑк пӗренесем, тупӑ станокӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ, ҫавӑнтах, унта та кунта, салтаксем ҫывӑраҫҫӗ; лашасем тӑраҫҫӗ, лавсем, симӗспе сӑрланӑ орудисемпе ешчӗксем, салтак вӑййи вылямалли такансем; салтаксем, матроссем, офицерсем, хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем, купцасем иртсе ҫӳреҫҫӗ; утӑ, чӑпта, пичӗке тиенӗ лавсем ирте-ирте каяҫҫӗ; пӗр-пӗр ҫӗртен ут утланнӑ казак е офицер иртсе каять, трантас ҫине ларнӑ генерал кӗрлеттерсе иртет. Анчах эпӗ, калас пулать, производитель мӗнне пӗлмен, ун пек сӑмах та илтмен. Акӑ сана ыйту та тухса тӑчӗ. Ҫак сасартӑк ҫуралнӑ, ӳт-пӗве туймалла кичемлӗх таҫтан аякран, тӗтре пек килнӗ; хӑлхасене хупласа, куҫсене курми туса, ҫав кичемлӗх ывӑннӑ пек туйӑнтарнӑ, чир-чӗр, вилӗм ҫинчен шухӑшлаттарса хӑратнӑ. Тӑчӗ-тӑчӗ те каллех ишме пуҫларӗ; уйӑх ҫутине ишсе тухсан, вара пӗтӗм ҫурӑмӗ курӑна пуҫларӗ. Фомушкин ларать, тет, кукӑль ҫиет, тет. Степан Бояркин урапан кайри кустӑрми умне пӗшкӗннӗ те хӑрах урине тыткаласа тӑрать. Нимӗн пӗлмесӗр хамах кӑшкӑрса яман-ши эпӗ? Шампански илсе килсе лартсан, пурте мана саламларӗҫ, вара эпӗ, «эсӗ» тесе чӗнсе, Дубковпа Дмитрин аллисене чӑмӑртанӑ хыҫҫӑн ӗҫрӗм те вӗсене чуптурӑм. — Мӗн уншӑн хаклӑ ыйтмалли пур? Ҫитмӗл пилӗк пус парӑр ӗнтӗ! — Евгений Васильевич, ҫырлахсамӑр, мӗне пӗлтерет ку? Ӗҫлӗрех. Кимӗ ҫине ларса вӗсене ҫырана илсе тухрӑмӑр. Пӗтӗмпех-пӗтӗмпех ҫӑмха евӗр ҫаврӑнса кайрӗ пӳлӗмре: нӑйкӑша-нӑйкӑша ячӗҫ, кула-кула илчӗҫ, тӗпӗр-тӗпӗр тӗпӗртетрӗҫ. Ҫав ӳсентӑранӑн сӗткенӗ эмеллеме пултарнине, пӗр талӑкран сурансем тӗлне ӳт илме пуҫлассине, виҫӗ кунтан вара вӗсем йӑлтах тӳрленсе ҫитессине старик хӑй опычӗ тӑрӑх пӗлсе тӑнӑ. Ку вырӑнта, ҫар чаҫӗсем халиччен те, фронта кайнӑ чух, чарӑнса тӑркаланӑ иккен: пур ҫӗрте те хальтерех кӑна каснӑ йывӑҫ тункатисем лараҫҫӗ, йывӑҫ тӑррисем йӑваланса выртаҫҫӗ, ӗҫре усӑ курмасӑрах пӑрахса хӑварнӑ чӗрӗ турпаспа ешӗл лӑсӑллӑ чӑрӑш турачӗсем купаланса выртаҫҫӗ. Юнашар ларакан хӗрарӑмсем ҫине ҫавӑрӑнса пӑхса, вӑл ҫинҫе сыпӑллӑ аллине чи малтан ҫӗклерӗ. Кам вӑл? Хӑватлӑ ҫуначӗсем ӑна пӗр хускалман пекех сывлӑшра тытаҫҫӗ: пысӑк кайӑксем меслетсӗр канлӗхпе вӗҫеҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра шӑна евӗрлисен, сывлӑшра тытӑнса тӑрас тесе, пӗчӗк ҫеҫ ҫуначӗсемпе ҫекундра та пиншер хут ҫапса илмелле. Эпӗ тӗрмери пекех пӗччен ларатӑп, урама та никампа тухма ҫук. А вӑл — интереслӗ ҫын, вӑл мана романсем, журналсем парать, политика тӗлӗшпе ӗҫлет, пурин ҫинчен те каласа парать. — Винтран! Алексей ир-ирех самолётсем патӗнче сӗтӗрӗнсе ҫӳренӗшӗн, ӑна тахӑшӗ вӑрҫса илчӗ. Лушкӑпа ирттернӗ кунсем халӗ Давыдова нихҫан таврӑнми иртсе кайнӑ ытарма ҫук кунсем пек туйӑнаҫҫӗ. Атя каятпӑр? «Мӗнле-ши халь унта пирӗн, килте?» терӗ вӑл хӑй тӗллӗн, йывӑррӑн сывласа илсе, — кун пек ӗнтӗ вӑл паян темиҫе хут та сывласа илнӗ. — «Мана-и?» Алӑксене вӑл питӗрсе илчӗ, алӑкра тӑракан урядниксӗр пуҫне, пурне те ларма хушрӗ, кӑсьинчен хут кӑларчӗ те: «Господа офицерсем, пит пысӑк хыпар! Вӗшлисем, ан хӑра, урӑх кайӑк тупрӗҫ пуль, тен, мулкач йӗрнех ӳксе чупрӗҫ пуль. Тӗлӗнсе кайнӑ Марко ҫакӑн хыҫҫӑн сӑмах та чӗнеймерӗ. — Супӑнь — валюта, — терӗ майор, шӳте ӑнланмасӑр. Ҫав вӑхӑтрах хреснашшӗ, чеен те ачашшӑн кулкаласа:— Фомка! Эпӗ унӑн йӑнӑшне тӳрлетсе каларӑм. Тавлашса кайрӑмӑр хайхи. Эпӗ Аслӑлӑхсен Академийӗнчен ыйтса пӗлме сӗнтӗм. — Эпӗ ҫарти пек персе пӑрахассишӗн тӑратӑп, — терӗ Говэн. Ку ҫӗршыв пӗрре те ҫурҫӗрти евӗрлӗ мар. Вӑл ӑна ырӑ ҫын тесе хӗтӗртсе, хӑй енне ҫавӑрма шаннӑ. — Ухмахсем пирки вӑл питӗ ӗҫлӗ калать! — шухӑшлӑн каланӑ Фома. Чӑн та ӗнтӗ, ҫын тени вӑл яланах тата лайӑхрах пурӑнма ӗмӗтленет. Тепӗр темиҫе минутран вӗсем иккӗшӗ те Розелли кондитерскине тухса кайрӗҫ. Тимур». Анчах ӑҫталла каяс-ха, тӑвалла-и е анаталла-и? Устин Давыдова хӑваласа ҫитрӗ. Лӳчӗркеннӗ шведски куртка, хӗрлӗрех сарӑ брюки, чӗркуҫҫи таран кунчаллӑ тусанлӑ атӑ тӑхӑннӑскер, вӑл машинист манерлӗ пулнӑ; унӑн шӑммисем палӑрса тӑракан, яп-яка хырса тасатнӑ пичӗ тата касса тикӗслетнӗ уссийӗсем ӑна ҫар ҫынни тӗслӗ тунӑ; вӑл мӗн калаҫсан та, тем калаҫсан та унӑн сахал хускалакан сӑн-пичӗ улшӑнманпа пӗрех пулнӑ. Ҫыранӗ питӗ чӑнкӑ, унӑн ҫывӑхӗнчи бурунсем ҫинче тинӗс шывӗ кӑпӑкланса кӑна тӑрать. Кӗтсех тӑр вӗсем таврӑнасса! Ҫапла вара, Морис Джеральдӑн ӗҫне, ытти уголовнӑй ӗҫсемпе пӗрле, лӑп ҫав кунсенче пӑхмалла пек пулса тухнӑ, тӑхтама ыйтаканни те никам та пулман. Ӑҫта та пулин кӑларса хӑвар! — Вара кам патӗнче пулнӑ-ха эсӗ поварта? Урӑхла сӑлтавсем тени — пушӑ сӑмах вӑл! Кулаксен ӗҫӗ ку, факт! Вӑл ҫӗртен икӗ аршӑн ҫӳлерех юпасем ҫинче ларать, шалта икӗ пӳлӗм. — Эпӗ пачах унашкал мар. Пӗррехинче Горева Короленко генерал патне шӑнкӑртаттарчӗ, унтан вӑл яра кунлӑха «виллис» ыйтрӗ. — Туршӑн та! — Юрӗ, юрӗ, ҫӳлтисене илӗр. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех вӑл Николай Петровича хӑнӑхма пуҫланӑ, ҫапах та вӑл унӑн умӗнче именнӗ. Ҫак вӑхӑтра сасартӑк унӑн амӑшӗ Арина халер чирӗпе вилсе выртнӑ… Полозов жилетне вӗҫертрӗ. Теприсем хура пӗлӗт чатӑрӗнче ҫунса йӑлкӑшакан тӗмескесем пек курӑнаҫҫӗ. Часах мӗнпур пӗлӗт ҫутӑсемпе пӗркенчӗ, пӗлӗт ҫинче темӗн пысӑкӑш пушар хускалнӑ пек туйӑнать. Павел чӗнмесӗр тӑчӗ. Полковник тарӑхнипе тӳсейми пулса хӑвӑрт калаҫма пуҫласан, Пӑван тата хытӑрах кулса ячӗ. Пыр-ха пирӗн пата, сана кукамай чӗнет. — Гокинс, авӑрла унӑн пӑшалне. Унӑн воспитани системине татах тепӗр темӗнле пурнӑҫ хумӗн юхӑмӗ пачах вӑл шухӑшламан, кӗтмен енчен вӑркӑнса кӗрет… — Ҫапла, ун пек авантарах пулать, — килӗшрӗ Татьяна. Вӑл, малта ярӑнса пыракан тӑшман стройӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмасӑр аялалла ыткӑнчӗ. — Халӗ кунтан иртсе ҫӳрекенсем сахал, заседатель килсен килет, анчах унӑн вилнисене аса илме вӑхӑт та ҫук. Ҫак сӑмахсене илтсен, ҫав самантрах ман пата пӗр аллӑ ҫын васкаса утса пычӗҫ те ман ҫӳҫсене сулахай енчен кӑкарнӑ кантрасене каса-каса татрӗҫ. Кӑшт сывлар та — малалла. Анчах уттарса каяр. — Юрать-ха, вӑл каҫпа вилчӗ… — терӗ хуҫа. — Кунталла килеҫҫӗ… Сӗчӗ вӑл юрӗ-ха, анчах Сережӑна шкула ҫӳреме питӗ инҫе пулать вӗт-ха? Ҫӑра уҫҫийӗ унӑн хӗрес кантӑринче хӗреспе пӗрле ҫакӑнса ҫӳретчӗ. Каярах вара, киле таврӑнакан ашшӗ ҫуна ҫинчен аран ҫеҫ аннине чӳрече витӗр курсан, Фома ытахаллӗн ҫеҫ:— Аппа! Атте каллех ӳсӗр таврӑнать, — тенипех ирттерекен пулнӑ. Катьюш!.. — Ура капитан Смоллетта! — ахӑрса ячӗ Тӑсланкӑ Джон, пӗрремӗш «ура» лӑплансан. Унтан та ытла, вӑл унпа тӗл пулассине шутсӑрах хытӑ кӗтсе тӑнӑ. Эсӗ ман алсене пӑх, унтан вара мана ӗҫ хуш! Вӗсем шухӑша кайрӗҫ. Юнашар капонирта вӑл ертсе пыракан лётчикӑн самолёчӗ тӑнӑ. Аппарат йӗри-тавра — правительство членӗсем, академи членӗсем, инженерсемпе журналистсем. — Пӗр ҫемьери пек…» Ҫапла пӗтрӗ пирӗн ҫак тӗлӗнмелле калаҫу. Вӑрӑммӑн тӑсӑлакан кичем юрӑсем юрланӑ чух трактирсен чул стенисем, вӗсене пырса, пӑвса лартнӑ пек туйӑннӑ, хор хавассӑн, ҫӗкленӳпе юрланӑ чух, ула-чӑла тумсем тӑхӑннӑ маттур йӗкӗтсем юрланӑ чух — стенасене ҫил силлентерсе сарса пынӑ пек пулнӑ. — Унта мӗн тӑвать вӑл? Тӗрӗс суд тӑватӑн пулсан, эсӗ пурин умӗнчех суд ту — мӗнрен хӑрамалла? — Ку тӳремсӑртлӑх климачӗ лайӑх шутланать пулин те, — пӗлтерчӗ Гаррис, — мартпа апрель уйӑхӗсенче ҫынсем хӑш-пӗр чух кунта сивчирпе чирлеҫҫӗ. Тула тухрӗ Бирюк. Алӑка хыттӑн хупса хӑварчӗ. Беловзоров, хӗҫне янратса, вӗсем хыҫҫӑн сиктерчӗ… Петра Ольга хӑй ҫине тинкерсе пӑхни тата унӑн тутисем, кулла пытарса, чӗтресе тӑни кӑмӑла каймарӗ: вӑл сӑрине салхуллӑн ӗҫсе ячӗ те Поповӑна хирӗҫ нимӗн те каламарӗ. Ванюк каллех пуҫне ҫӗре хурса выртрӗ. Ӑна та касса вакланӑ. Цоб, кукша пуҫ! Мӗн тесен те ҫаксем акӑш-макӑш интереслӗччӗ. Ҫӳҫӗсем те йӗп-йӗпе, янахӗ ҫинче — хура ҫӑлтӑр палӑрать, ун патӗнчен пур еннелле те юнлӑ йӗрсем каяҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, ехусене чӑннипех кураймаҫҫӗ, анчах вӗсем ҫак ҫӗршывра мӗн авалтанпах пурӑннӑ пулсан, вӗсене ҫав териех курайман, вӗсене тахҫанах пӗтернӗ пулӗччӗҫ. — Ну, кун ҫинчен сӑмаха пӗтерӗпӗр. — Эпир те каяр эппин, — ура ҫине тӑчӗ Юргин. — Ара эс бее улталанӑ теҫҫӗ, Соколова элеклес тесе, хаҫачӗ саккуна хирӗҫ пыраканни тесе каланӑ теҫҫӗ. Тӗрӗссипе, пирӗн чӑн-чӑн поэт та пур — повар Колпаков. Куҫӑма та сиктермерӗм ун ҫинчен. — Ils ne sont pas jolis ces betes de russes, — тет пӗр зуав французсем хушшинчен. Гаррис Негорӑна темле Камерон лейтенант ҫинчен калани халӗ те асрах-ха. Лешӗн Африкӑн пӗр ҫыранӗнчен тепӗр ҫыранне ҫити урлӑ каҫма — Африка ҫӗрӗ ҫине Занзибарта пусса Анголӑран тухма — сӗмсӗрлӗхӗ ҫитет имӗш. Пӑх-ха, эс вӗсен шап-шурӑ мӑйӗсене, акӑшӑнни пек-ҫке. Кӗрешӳ каплах пӗтнӗшӗн, мухтав турра. Унтан вӑл мӗн-мӗн илмеллине шутлама тытӑннӑ: — Икӗ пӑт супӑнь, пӗр ешчӗк ҫурта, пӗр михӗ сахӑр тата рафинад… Эсӗ мана таптарӑн, ун чухне вара эпӗ сана таптӑп. Малтан мана сирӗн Венӑри хӗрарӑмсем трусысене, канмалли кун тӑхӑнмалли костюм пек, кӑмӑллани питӗ тӗлӗнтерчӗ. Палланӑ ҫын хӗрӗ тенипе пуль. Унта курӑкӗ аван, сиплӗ, ан тив, вӑй илччӗр, вӗсенчен пурӗ пӗрех ним усси те ҫук. Анчах мӗне шанма пултарчӗ-ха таркӑн? Унта никам та пулман. Ҫакна курнӑ пӑлхавҫӑсем савӑнса кайрӗҫ, Зли-долӑна хӳтӗлекенсене пурне те чун кӗрсе ҫитрӗ тейӗн. Хӗвел тата темиҫе миллиард ҫул хушши сивӗнмесӗр тӑрассине эпир чӑнласах та калама пултаратпӑр. — Юрать, Джим, — терӗ вӑл. — Пӑх-халӗ, мӗн тери усӑллӑ тутлӑ япала. Чӗрчун ӗнтӗ мустангерӑн хӳтлӗхӗ пулас йывӑҫ тӗлӗнчен иртсе килнӗ, тарса хӑпарма ҫывӑхра урӑх йывӑҫ та пулман. Хӑйӗн ҫулӑмлӑ та пӑсӑк чӗрипе пӗр ӑна ҫех юратнӑ-ҫке пӑрахӑҫланнӑ майра-патша, хаяр та ясаркка Астис. Солоха ҫав териех чунсӑр мар-мӗн, ҫитменнине тата шуйттанӗ кирек хӑҫан та унпа пӗр шутлӑ. Томшӑн хавасланса хӗпӗртесе ҫӳремелли кунсем пуҫланчӗҫ, анчах ҫӗрлесенче унӑн сехрийӗ пӗтӗмпех хӑпса пӗтрӗ. Доктор Ливси пӳрне ҫинчи суран ҫине пластырь ҫыпӑҫтарчӗ те, мана хӑлхаран ачашласа пӑркаларӗ. Пӗр тӑхтаса тӑмасӑр эпир ҫак ӗҫе пуҫӑнтӑмӑр, крыльца ҫине чупса тухас та йытӑсемпе лашасем ҫине пӑхса савӑнас, сунарҫӑсемпе калаҫас тесе, васкасах тумлантӑмӑр. Ман патӑма чей ӗҫме пырӑр, ман патӑмра паян ҫар канашлӑвӗ пулать. Ку хутӗнче вара ӑна пӗр япала интереслентерсе ячӗ. — Эсир пирӗнпе, анчах — пирӗн мар, акӑ мӗн калатӑп эпӗ сире, — терӗ вӑл малалла шӑппӑн, шухӑша кайса. Воякӑсем! Дрезина ҫинчен перрон ҫине Максим пулемёт, пулемёт ленти коробкисем тата ҫирӗм винтовка кӑларса хучӗҫ. Эп пурӑнӑҫра кам пулнӑ, ҫав-ҫавах. Эсир те турӑ умӗнче — хурт анчах… Тристан д'Акунья утравӗ 37°8' кӑнтӑр широтинче, Гринвичран шутласа кайсан, 1044' хӗвеланӑҫ долготинче вырнаҫнӑ. Унти ҫынсем уҫӑ пӗлӗт айӗнче, кавир ҫинче ҫывӑраҫҫӗ, хӗл те пулмасть иккен унта. Ҫынсем халатпа ҫеҫ ҫӳреҫҫӗ, — пальто та, атӑ та кирлӗ мар. Женя тусанлӑ аллипе ҫамкине шӑлса илчӗ. Гаврилӑна хӑрушӑ пулса тӑчӗ. — Ах, батюшки мой! — ҫаптара пуҫларӗ хирӗҫ комендантша, — упӑшкипе арӑмӗ пӗр чун, пӗр ӳт мар-и мӗн? — «Эпӗ, — тет, — чирлӗ…» Урамра ҫав хушӑрах ачасем чупкаларӗҫ, сасӑсем янӑрарӗҫ: — Хохол патӗнче пушар! — Эсӗ хуҫан хурӑнташӗ-им? — тесе ыйтать Лутонин, — тен, вӑл сана кӗрӳ тума шутлать пулӗ? Горева ҫине именчӗклӗн пӑха-пӑха, герцог аллисене чарса пӑрахрӗ. Шӑппӑн ыйтрӗ: — Хулара мӗн пулса иртет? Анчах унӑн пуҫӗ туртӑнкалать, те контузирен, те ҫилленнипе, ахаль — чӗрех, сывах хӑй. — Лӑпкӑ авӑрта ав мӗнле шуйттан пур иккен, унпа утма та хӑрушӑ!» Илтетӗн-и, Петр? «Ырӑ кӑмӑллӑ государь Андрей Карлович, ваше превосходительствӑна эпӗ шанатӑп»… Прокурор: Шипкӑ ҫинче лапка, тесе ҫырӗ те, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Ну, мӗнле отставкӑра-и?.. Хупах-и? — Тьфу, турӑ каҫартӑрах! Ухмахах тухса кайнӑ йӗкӗт! Каярахпа Синопӑна амӑшӗ тилӗ ҫури тӑшмана малтан епле сиссе сасӑ парса пӗлтерни ҫинчен каласа панӑ, кун ҫинчен лагерь тӑрӑх ырлама тытӑннӑ, ун пӗчӗк хуҫине Синопӑна та сахал мар ырланӑ. — Турӑ канӑҫлӑх та телей патӑр. Пичче тӗрӗс калать, вӑл тӗрӗс шухӑшлани паллах, вӑл мана ҫав самантри пек, вулкан сирпӗнсе тухассине лӑпкӑн шутласа, ҫӑлӑнасса ӗмӗтленсе тӑнӑ чухнехи пек, урӑх нихӑҫан та хӑюллӑрах, хӑйӗн сӑмахне ҫирӗпрех шанни пулман. — Кордонсем! — кӑшт кӑна илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Челкаш. — Мӗн эсир? — ыйтрӗ те Гусев хӑй те ҫав куҫсене асӑрхарӗ. Пиччӗшӗпе шӑлнӗ Николаевски батарея хӳминчен тыткаласа малалла утрӗҫ. Хӑйсем те сисмеҫҫӗ вӗсем хӳмерен тыткаласа малалла утнине, пӗр шарламасӑр, халӗ ӗнтӗ пуҫ тӗлӗнчех ҫурӑла-ҫурӑла каякан бомба сассисене, ҫӳлтен тӑкӑнакан осколкӑсем ӳленине итлесе утаҫҫӗ вӗсем, — ҫапла вӗсем батарейӑри турӑш ҫакӑнса тӑнӑ вырӑна ҫитрӗҫ. Мулсене хӑвалакансем кӑшкӑрашни капитана тӗлӗнсе хытса кайнӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ. Унта тӑварлӑ тата ӗҫмелли шывлӑ кӳлӗсемлӗ вулкан ханкӑрӗсем пур. Ҫав вӑхӑтра ун ҫумӗпе, коридор тӑрӑх костылӗсемпе шаклаттарса, протезӗсене нӑтӑртаттарса, старший лейтенант Мересьев пӗр пеккӗн, ывӑнма пӗлмесӗр утса, калле-малле ҫӳрерӗ. Вӑл пӗрре, иккӗ, вуннӑ, вунпилӗк, ҫирӗм хут утса иртрӗ. Ку вӑл манпа та ҫаплах пулнӑ, — терӗм эпӗ, тутапа ун тӑнлавӗ ҫумне сӗртӗнсе. Гремячий Лог хуторӗнче мартӑн 15-мӗшӗ тӗлне вӑрлӑх фондне пӗтӗмӗшпех пуҫтарса ҫитерчӗҫ. Эпӗ хама хам шеллемесӗр тӑрса ку юратуран хӑтӑласшӑн пултӑм; эпӗ Лукашка казакпа Марьянка хушшинчи юратура хам валли савӑнӑҫ тупма пӑхрӑм, анчах хам юратӑвӑма тата кӗвӗҫӳ туйӑмне пушшех те хускатрӑм кӑна. «Бокитька козак ӗне вӑрлани ҫинчен». Яланах кӑмака ҫумӗнчи сак ҫинче, тӗрленӗ алшӑллипе мӑйӗнчен ҫакнӑ кӗслине тытса ларса, вал, кӑтра пуҫне ывӑткаласа, хӗрлӗ питне выляткаласа, куҫӗсене хӗскелесе, кӑшкӑркалать: — Савӑнӑр, манашкӑсем! Ку ял, пур пысӑк ҫул-йӗртен те аякра лараканскер тата халь ҫумкурӑкӗ пуснӑ пушӑ та кичемлӗ вырӑнта упранса юлнӑскер, нимӗҫсем киличчен ҫынсем кунта питӗ лайӑх пурӑннине кӑтартнӑ. Мӗн тӑвать вӑл? Асли тӑрӑхла тимӗре вучаха пӑрахрӗ те, кӗвӗҫнӗ пек пулса, ҫапла каларӗ: — Саншӑн, паллах, Иваныч, музейри хӗҫ те шел мар, анчах эпир ултӑ пин хӗҫе, каҫарӑр, сывлӑшран тӑваймастпӑр. Часах шӑллӗсемпе йӑмӑкӗсем те урама тухаҫҫӗ, вӗсем таврашӗнче пухӑнса хытӑ шавласа выляма тытӑнаҫҫӗ. — Руле сулахай борт еннелле! — хыттӑн команда пачӗ те Женя, йывӑр кустӑрмана сулӑмлӑраххӑн ҫавӑрма пуҫларӗ. Том ун патне пычӗ те хӑйӗн кӗсйинче ҫӳрекен сарлака ҫӗҫҫипе пӗренен хӑрах пуҫӗ айӗнчи ҫӗре чавма тапратрӗ. Ухтищев, комикла чее гримаса туса, Фомана питрен пӑхса илнӗ. Пасара кайма каярах юлнӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл, бидонне хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хурса, хваттерсем тӑрӑх ҫӳреме тухса кайрӗ. Ман пичче хӑй сӑмахне ытла та ҫине тӑракан ҫын, ҫавӑнпа вӑл ҫапла тӑватех тесе татӑклӑ калама хӑяймарӑм эпӗ. Ҫут тӗнчере тӗрӗслӗх ҫук пулас ҫав!» текен сӑмахсем илтӗнме пуҫларӗҫ. Ҫак вӑхӑтрах тата хулпуҫҫи ҫинех эрешмен анчӗ. Вара мӗскер тунӑ-ха вӑл? Тархасшӑн! Юратрӑн пулсан, тӗрӗс тунӑ. Ҫынсем маннӑ ҫак саплӑк пек пӗчӗк ҫӗр ҫинчи шӑплӑха тӑрисем ҫеҫ пӑсаҫҫӗ. Каҫхине, шуҫӑм килес умӗн, вӑл Цимбала тӗл пулчӗ. Юнкерсен аташӑвне тӗтреллӗ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе витсе пычӗ. Вӑл Монтанелли аллисене ҫавӑрса тытрӗ те, вӗри куҫҫулӗпе йӗрсе, чуптума пуҫларӗ. Пӗлместӗн-им, унта сан пеккисем ҫине мӗнле пӑхнине? Пирӗн йышши ҫын — мӗн парӗ сире? Эсӗ-и, Женя? Ачаш та чӗререн тухакан сӑмахсем, ытти ҫын вӗсене ӗмӗр шухӑшласа кӑлараяс ҫук! — хӗрлӗ тутисене вӗҫкӗнленерех пӗркелесе мухтанчӗ Куприяновна, хӑй вара куҫ хӳрипе Давыдов ҫине пӑхрӗ: ун сӑмахӗсене мӗнле йышӑнать-ха вӑл? Зал варринче, патрон йывӑҫ ешчӗкӗ ҫинче, Гор ларать, электрохунар ҫутипе темӗн ҫырать. Турат шатлатса хуҫӑлчӗ. — А мӗншӗн ҫаплипех шыв урлӑ каҫас мар? Эпир хирӗҫме пӑрахрӑмӑр пек туйӑнатчӗ, хирӗҫме те сӑлтавӗ ҫук пекчӗ; сасартӑк пӗр йытӑ ҫинчен калаҫу пуҫланать: ҫав йытта выставкӑра медаль панӑ, тетӗп эпӗ. Анна Михайловна, хӑйне вӑпӑр пусас самант ҫывхарса ҫитнӗ пекех, ним хускалмасӑр тӑрать; ывӑлӗн пичӗ тӗлне, ерипен пулин те, анчах палӑрмаллах ҫывхарса пыракан кӑварлӑ хӗлхем йӑрӑмӗнчен хӑйӗн шеллевлӗ те хӑраса ӳкнӗ куҫӗсене вӑл ниепле те уйӑраймасть. Симӗс вӑрмантан, пӗрин хыҫҫӑн тепри, уялла танксем шуса тухнине Мересьев уҫҫӑнах курчӗ; ҫӳлтен пӑхсан вӗсем хытӑ чупайман кӑвакрах нӑрӑсем пек ҫеҫ курӑнчӗҫ. Проводник фляжкинче анчах ҫуррине яхӑн шыв юлнӑ, — виҫӗ ҫын валли мӗн пурӗ те ҫур фляжка шыв ҫеҫ. Эпир ун пирки пӗрре те иккӗленсе тӑман. Мӗн тума илсе килтӗн ӑна? Ӗҫлеме мастерскойне, электромонтёр помощникне кӗчӗ. Андрей ҫӗрлехи тӗрлӗрен-тӗрлӗ шӑршӑ-маршӑсене антӑхсах сывла-сывла илет, кӳлленчӗксенчи шыв ҫине ӳкнӗ ҫӑлтӑрсем, ура айӗнче тӗпрене-тӗпрене кайса, вутлӑн-хӗмлӗн сирпӗнсе саланни ҫине пӑхать. Тӑхтӑр-ха кӑштах! Сана чӗнме ячӗҫ. Вӑл ҫирӗп те вӑрӑм кантра илнӗ; кантра вӗҫне алмаз татӑкӗ ҫыхнӑ, ҫав алмаз татӑкӗ ҫинче (утравӑн алмазлӑ тӗпӗнчи пекех) кӑштах тимӗр тӑпри пулнӑ, вара ҫав алмаз татӑкне утравӑн аялти галерейинчен хула кӗтесӗсенчи башньӑсенчен пӗрин тӑррине антарма пуҫланӑ. Мӗн чул илетӗн? Вӑл «Варшавянка» юрласа ячӗ; унӑн юлташӗсем те унпа пӗрле юрла пуларӗҫ. — Ҫӗр ӑшне эпир халӗ пӗр дюйм та анайман-ха. Пур чиркӳсенче те чан ҫапнӑ. Тепӗр пилӗк минутран Любишкин, аллинчи шертипе хӑрата-хӑрата, аҫа йытта каялла чакарчӗ, кӗлет айне хӑваласа кӗртрӗ, ҫав вӑхӑтра Нагульнов витерен ҫӳллӗ хӑла лаша ҫавӑтса тухрӗ, ӑна лӑпкаса илчӗ те, ҫилхинчен ярса тытса, утланса ларчӗ. Черняк хӑрах урипе йӗнер пускӑчӗ ҫине пусрӗ, лаши ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе ларчӗ. Пичӗ ҫинче хӑрани мар, унтан та ытларах, вилес умӗнхи асаплӑх курӑнать. Анчах пӗррехинче, пурин ҫине те кӗтесрен тӗксӗммӗн пӑхса ларса, вӑл салхуллӑн каласа хучӗ: — Мӗн пурри ҫинчен калаҫас пулать, мӗн пуласси — пирӗншӗн паллӑ мар, — акӑ мӗн! Тӑшмана хирӗҫ тӑма хатӗр пул! Фелима тарма май килнӗ. Вара пӗтӗм халӑх ушкӑнӗ кӑшкӑрашса, шавласа малалла утрӗ, полковника ҫакса вӗлерме тесе, кӗпе-йӗм типӗтекен кантрасене тата-тата илчӗҫ вӗсем. Павел хӑйӗн хӑнисене ҫӗрле, чылай вӑхӑт ҫитсен тин, ӑсатса ячӗ. — Ҫук, ку усӑсӑр, — терӗ Дик Сэнд. Конюшеннӑй урамри ташлакан тенкелсем ҫинчен пыракан сӑмахсем те манӑҫа юлманччӗ-ха, ҫавӑнпа та часах Ковалев коллежски асессорӑн сӑмси шӑпах 3 сехетре Невски проспектра уҫӑлса ҫӳрет тенӗ сӑмах сарӑлнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Февралӗн 25-мӗшӗнче хӗвелтухӑҫнелле каякан ҫула пӗр юханшыв пӳлсе лартрӗ. Карта ҫинче кӑтартнипе Паганель ҫак юханшыва Вакари пулма тивӗҫлӗ терӗ. Таркӑнсем ун урлӑ утсах каҫса кайрӗҫ. Вӑхӑт вунпӗрмӗш сехет ӗнтӗ, манӑн вара инҫе каймалла-ха… — терӗ Сашенька. Ха-ха-ха!.. Пӗр самант хушшинчех вӑл колхоз тӑвас тӗлӗшпе хӑй мӗн тунине пӗтӗмпех путлантарма та пултарнӑ, унтан вара, кам пӗлет, тен, партбилета та райком сӗтелӗ ҫине кӑларса хумалла пулатчӗ… Ҫамрӑк хӗрсем каччине юратмасӑр, пурлӑха кура ҫеҫ качча тухмалла пулсан, вӑл яланах ҫавӑн пек-ҫке-ха; е тата, аҫу хӑвӑн кӑмӑлна шута илмесӗрех, юратман ҫынна пама шутлать пулсан, кунҫулна ӗмӗрлӗхех ватӑ упӑшка аллине пама ирӗксӗрех венчете илсе каяс пулсан?.. — Малтан апат, унтан вара ташӑсем пулаҫҫӗ — чӑн-чӑн событи ӗнтӗ, эпир унта пӗтӗм хамӑр аристократие тата сеттльментри илемлӗ хӗрарӑмсене пурне те куратпӑр пулӗ. Ҫулҫӳревҫӗсен ниҫталла та тарма май пулмарӗ. Юлашки вӑйсене пухса хирӗҫ ҫапӑҫасси кӑна юлать. Гленарван кирлӗ кӑтартусем пама кӑна хатӗрленнӗччӗ, ҫак самантра Джон Мангльс сасартӑк:— Кимӗ! Кимӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Вутта пӑрахас! Кам хушнипе эсир пирӗн тырра тиесе кайма ирӗк патӑр? Вӗсен хушшинче ыттисенчен чылай уйрӑлса тӑракан хӑшпӗр астероидсене ҫеҫ: Гермес, Эрот, Адонис тесе арҫын ячӗсене панӑ. Эпӗ ӑна ҫав тери хытӑ юратнине, ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере унтан ытларах никама та юратас ҫуккине туйса илтӗм! Паянхи ҫапӑҫура вилнисене вӑл сӑнтан та палламан. — Вӑл легат мар, ҫавӑнпа та унӑн гражданла ӗҫсенче те ҫар ӗҫӗсенче те нимӗнле власть та ҫук. Вӑт йӗрӗнчӗксем! Эккей, епле киревсӗр чӗлхе. Сысна та унта пурнасшӑн пулмӗ. Ҫакӑнта вара вӑл, пӗр ҫӗр метр малтарахра, кӑшт сылтӑмарахра, сӑрт хыҫӗнчен тата тепӗр танк тухнине курчӗ. Анчах — вӑл кӑна мар-ха. Тен, вӑл та, ку та хӑваланӑ пулӗ, анчах вӑл тӳсеймен, килнӗ… — Камсем вӗсем «эпир»? — ыйтрӗ Давыдов. Базаров ун хыҫҫӑн, яланхи пекех, хӑй ҫине шаннӑн та тирпейсӗррӗн утать, унӑн сӑн-пичӗ савӑнӑҫлӑ пулин те, Аркадие килӗшмерӗ. — Ас туса ил-ха, эпӗ тек сан шутупа хӑна пуласшӑн мар, лавккаран хамах ҫӑкӑрпа чӑкӑт туянса килетӗп… Мана унпа та ҫитет. Ашшӗ хучӗсене йӗркелесе пӑхса тухнӑ чухне вӑл заседателӗн пӗрремӗш ҫыруне тата ашшӗ отвечӗн черновикне ҫеҫ тупрӗ. Вӑл чавсисене чӗркуҫҫисем ҫине тӗревленӗ те питне аллисем ҫине хунӑ. — Дениска, мӗнле пек, лавсене паян хӑваласа ҫитеетпӗр-и? — ыйтрӗ Кузьмичов. Анчах та Алексей ӑна уҫӑмлӑрах илтме пуҫларӗ. Уйрӑмах шӑхӑрса кӗрлекен сасӑ илтӗннӗрен, Алексей таҫта «ишак» вӗҫнине тавҫӑрса илчӗ, вӑл хӑй те ҫавӑн пек самолётпа вӗҫсе ҫӳренӗ. Бредихинпа унран каярах пурӑннӑ астрономсем комета хӳри ҫинчен акӑ мӗн калаҫҫӗ. Манӑн урӑх нимӗнле нӳхреп те ҫук. — Карга тени мӗне пӗлтерет вара? — ыйтрӗ Оленин. Ачам, унӑн сулахай аллине тыт та, манӑн сылтӑм алӑ патне илсе кил, — терӗ. Вӑл пирӗн хушӑмӑрта тӑрать те, эпир ятлаҫнине итлесе, унталла-кунталла пуҫне пӑркалать. Анчах вӑл — вӗсем пурте пӑшалсем иккенне аса илнӗ. — Эсир алӑк патӗнче кӗтме пултаратӑр, — терӗ вӑл лӑпкӑ сасӑпа тепӗр хут. Манӑн ҫав сад ӑсти патӗнче пӗр-ик каҫ ҫӗр выртма тӳр килчӗ; ҫула май эпӗ унран хӑяр илкелеттӗм, анчах та унӑн хӑярӗсем темшӗн ҫулла та питӗ вӗтӗччӗ те шывакчӗ, сарӑ та хулӑм хупӑллӑччӗ. — Ҫапла, эпӗ хама шултрарах ҫын пулса ӳсӗп, тесе шутланӑччӗ… — Чӑнах та. Лӑпкӑ ҫил Петр Артамонова тутлӑ шӑршӑллӑ ӑшӑпа лӑпкаса илчӗ, тӗксӗм ҫанталӑк ҫуталса кайрӗ; пӗлӗтсем хушшинчи сав тери тарӑн кӑвак шӑтӑкран хӗвел ҫутатма пуҫларӗ. Ун тимлӗхне тискер сцена тытса илчӗ. Халь шухӑшлӑр ӗнтӗ мӗнле туйӑмпа итлерӗм эп ҫак калаҫӑва. Вӗреннӗ ҫын пулса кайнӑ иккен — вулама, ҫырма пӗлет; теҫҫӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, нумайӑшне эпитафисем кулӑшла пек туйӑнаҫҫӗ, маншӑн апла мар, вӗсен айӗнче мӗн выртнине аса илсен, эпитафисем вӗсем кулӑшла пулмаҫҫӗ. Офицерсем ларчӗҫ те хускалса кайрӗҫ. Ромашов, адъютанта тӑвӑрлас мар тесе, евӗклӗхшӗн, хӑяккӑнтарах пыма тӑрӑшрӗ, анчах лешӗ ҫакна пач та асӑрхамарӗ темелле. Паян вӗсем санпа — капла, ыран — тепӗр майлӑ. Алексей ҫенӗк умӗнчи чул карта ҫинче урисене сулкаласа ларчӗ, комисси ӗҫлекен пӳлӗм алӑкӗнчен кам та пулин тухсан, юриех ытлашши интересленмен пек пулса ыйтрӗ: — Ну, мӗнле? — Анчах эпӗ пит нумай вӗреннӗ тесе ан шутлӑр эсир. Сасӑсем икке уйӑрӑлчӗҫ. Эмиль ыйтнипе Панталеоне Тарталья йытта вӑл мӗн тума пӗлнине тутарттарчӗ — вара Тарталья патак урлӑ сикрӗ, «калаҫрӗ», — урӑхла каласан вӗрчӗ ӗнтӗ, — чыхӑнчӗ, сӑмсипе алӑка хупрӗ, хӑй хуҫин чалӑшса кайнӑ туфлине йӑтса килчӗ, юлашкинчен тата хӑй пуҫӗ ҫине кивӗ кивер тӑхӑнтарсан, вӑл, тӑшмана сутӑннӑ Бернадотт маршал пулса, Наполеон император ӑна хаяррӑн ӳпкеленине итлесе тӑнине туса кӑтартрӗ. О-урр… — тесе мӗкӗрмест. — Пурне те критика енӗпе тишкерсе йышӑнать, — ӑнлантарчӗ Аркадий. Хӗрарӑм, пуҫне сулса илнӗ те, ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмен. Артиллери ҫӳллӗ вӑл ҫинчен ахалех кӗмсӗртеттерет, уйра вӑл, юр ӑшне путса ларнипе тата выҫӑ лашасем ывӑнса ҫитнипе, куҫса ҫӳреме пултараймасть. «Ҫаратса тустармашкӑн хулана салтаксене виҫӗ кунлӑха паратӑп!» Ҫапла вӑхӑт ирттертӗм эпӗ хамӑр заведующин Иккӗмӗш Тверской-Ямской урамӗнчи хваттерӗнче. Пӑлхавлӑ ик-виҫӗ ҫул хушшинче Яков фабрикӑра питех хӑрушшине нимӗн те асӑрхаман, анчах Мирон сӑмахӗсем, Алексей тетӗш пӑлхануллӑн хашлатса сывласа илнисем, кӗҫӗн Артамонов хӑй вулама юратман, анчах пӗрмай, ятарласа, хаяррӑн савӑнса, хӑратса рабочисен движенийӗ ҫинчен ҫыракан, рабочисен Думӑри представителӗсен сӑмахӗсене пичетлесе пыракан хаҫатсем Якова фабрикӑри ҫынсем ҫине тӑшманла пӑхтарнӑ, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫӗ вӗсенчен килнине систерекен кӳренмелле туйӑма ҫуратнӑ. Базаров тӑрантас ҫине сиксе улӑхрӗ, пуҫне сӑран минтер ӑшне чикрӗ те — икӗ лавӗ те малалла кустарчӗҫ. — Вилес умӗн те пулин чӑнлӑхпа юнашар утса курас тетӗп! Хӗвел ӗнтӗ инҫетри вӑрмансем тӗлӗнче, самаях аялта. Лини тӑршшӗпех, ҫаплах ӗҫлеҫҫӗ-ха. Чӳречисем те ҫӗмрӗлмен пек, фасачӗ те халӗ ҫеҫ сӑрланипе хӗвел ҫинче йӑлтӑртатнӑ пек капӑрӑн ҫуталса тӑрать. Мӗнле майпа сутрӗҫ-ши вӗсене, ҫавна вӑл ниепле те тавҫӑраймарӗ. Бяла Черква халь уншӑн тупӑк пек хӑрушӑ та тискеррӗн курӑнать. Инсаров тӑрса сывпуллашма тытӑнчӗ — хӑй сывӑ маррине туйрӗ вӑл. Вӗсем хурҫӑ, ҫухатмасан, виличчен те ҫӗтеймӗн». Ҫук, хаклӑ юлташсем, малтан эсӗ хӑв епле пурӑнас тенӗ, ҫапла пурӑнма пултарнӑ, халӗ ӗнтӗ, ытах эсӗ партире тӑратӑн пулсан, ун пек-кун пек ухмахланма пӑрах. Ачасем ряса тӑхӑннӑ ҫын ҫине хӑраса пӑхса тӑраҫҫӗ. Карттусӗпе перчеткине сӗтел ҫине хывса хучӗ те вӑл, хай, мундире турткаласа, тӗкӗр умӗнче юсанма пуҫларӗ; шӑртпа ҫӗклентерсе тӑракан ҫӳллӗ подгалстушникне вӑл тем пысӑкӑш хура тутӑрпа чӗркенӗ — ҫухави айӗнчен ҫавӑ ҫур вершук ытла тухса тӑратчӗ, сахалтарах пек туйӑнчӗ те ӑна, вӑл ҫавна хӑлхи патне ҫитиех туртса кӑларчӗ, мундирӗн ҫухави ытла тӑвӑр пулнӑ та ӑна пӑвса тӑратчӗ, хӑйне тирпейлӗхе кӗртсе пӗтернӗ хыҫҫӑн мӑйӗ пӑвӑнса тӑнипе унӑн пит-куҫӗ юнпа тулнӑ пек хӗрелсе кайрӗ. Иртен-ҫӳрен хӑйне валли ни чей, ни кофей ыйтса илмест, юнашар пӳлӗмре ларакан смотрительшӑна питӗ тарӑхтарса, кантӑкран пӑха-пӑха, шав шӑхӑрать. — Ҫук, Олеся, ахалли кӑна мар пулас. Пӑхсам — сан сӑну йӑлт улшӑннӑ, хӑв тӗсӳ те юлман. — Пӳрнесемпе? — Пит аван, пыратӑпах, — терӗ вӑл юлашкинчен. Ҫав этем ӳчӗ, Бордо хулинчи святой Михаил масарӗнчи пек, уйрӑм тӑпра ӑшӗнче выртнипе темиҫе ӗмӗр хушши пӗртте ҫӗрсе саланмасӑр упранса юлнӑ-ши, — эпӗ ҫакна ӑнлантарса пама пултараймастӑп; анчах ҫав этем вилли, унӑн хурӑн хуппи евӗрлӗ типсе кайнӑ тирӗ, куҫпа пӑхсан ав каланма пултарассӑн туйӑнакан алӑ-урисем, ҫаплипех юлнӑ шӑлӗсем, темӗн чухлӗ ҫӳҫӗсем калама ҫук вӑрӑм ӳссе кайнӑ чӗрнисем — ҫаксем пурте ҫав тахҫанхи ӗмӗрти вилнӗ ҫын хӑй пурӑннӑ чухнехи майпах пирӗн куҫ умӗнче выртать. Вӑл сулахай аяк енчен ман ҫинеллех выртса, ман хӑлха ӑшне вӗрин те шӑршлӑн сывласа, ҫине пӑрсах шӑппӑн калатчӗ: — Каччӑсене хӑйпе ыталашма, хӑйне кӑкӑрӗнчен тивме ан патӑр, ниепле те! Тӗрӗссипех калатӑп, ку сунарҫӑ темӗнрен те хаклӑ ҫын. — Сӑмахран, Чехов тухтӑр та писатель те пулнӑ. Том хырӑме ҫине выртнӑ та хӑй мӗн чул пултарнӑ таран аялалла карӑнса пӑхнӑ. Пурте ун ҫине шикленсе пӑхрӗҫ. Чун хавалӗпе юратса, ҫӗкленнӗ кӑмӑлпа тӑрӑшса ӗҫлени пӗр сехет хушшинче ишӗлсе аннине асне илчӗ вӑл. Унӑн хӗрӗ те, чипер марскер, амӑшӗ пекех салхускер, лаххан патӗнче ҫӗрулми шуратса ларать. — Мӗн? Иккӗн? Гленарван перо илчӗ те, пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫак йӗркесене ҫырса хучӗ: 1862 ҫулхи июнӗн 7-мӗшӗнче виҫӗ мачтӑллӑ карап «Британи», Глазгоран тухнӑскер, кӑнтӑр полушаринче Патагонин ҫыранӗсен ҫывӑхнелле ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ. Ват супнӑ! — Мӗн пулчӗ сана? — ыйтрӗ Елена. — Чӑнах-и? Аолсен тепӗр пайӗ пысӑк материкӑн кӑнтӑр кӳлмекӗсенче ӗрченӗ. «Ҫук, — тетӗп эпӗ хама, — луччӗ утмӑла ҫитичченех шутласа кайӑп ӗнтӗ, — ку вӑл шӑп та шай пӗр минут пулать, — ун чух тем тесен те, тем тесен те…» — Эсӗ пӗтӗм этем йӑхне ҫилленнӗ. Огнянов йӗплӗ хула тӗмӗ урлӑ сиксе каҫрӗ, хыҫалти урама тухрӗ. Чӗри хӑйӗн хӗссе-хӗссе ыратма тытӑнчӗ, вӑл ҫавна пытарса тӑма та пултараймарӗ. Сирӗн шухӑшӑрпа унӑн авторӗсем — шӑпах империалистсем пулаҫҫӗ. Тӗрӗс калатӑр! Анчах вӗсем ҫавӑн ҫинчен чи малтан сирӗнтен илтеҫҫӗ тесе ан йӑнӑшӑр эсир. Ультиматума хирӗҫ эпир урӑххипе ответлемелле! Ҫапла кирлӗ те ӑна! — Эпӗ сана йӑлӑхтарсан, эсӗ мана улталамӑн-и, пӑрахмӑн-и? — Тӗрӗс… ун пирки мӗн тумалла? Ыранхи кун ҫине ҫакӑн пек нимӗнле шухӑшсӑр пӑхакан ҫынсене эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра нихӑҫан та курманччӗ. Пурне те вӗсем нимӗн шутламасӑр тӑваҫҫӗ — ӗҫме-ҫимесене нимӗн усӑсӑр пӗтереҫҫӗ, хуралта тӑнӑ чухне ҫывӑраҫҫӗ тата ытти те. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем самантлӑх хӗрӳлӗхе ҫеҫ чӑтма пултараҫҫӗ, нумай вӑхӑта пыракан ӗҫре чӑтасси ҫук. Юланут сулахаялла ҫул тытрӗ. Эпӗ мӗн ыйтнине хуҫа кӑмӑлласах тума пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл эпӗ ҫав чӗрчунсенчен вӗҫӗмсӗр йӗрӗннине аван пӗлет, ҫавӑнпа ехусен ухмахла йӑлисем мана нихӑш енчен те пӑсас ҫук тесе шутлать. Стефчов куштанла кулкаласа, Огнянов вылянине пӑсрӑм-ха тесе, савӑнса залран тухса кайрӗ. Казонде хулинче шӑп. Питӗ чаплӑ кермен, ҫуллахи каҫ, тӗлӗнмелле бал. Разметнов юриех лӑпланнӑ пек пулчӗ. Ҫавӑнпа та ӑна тӳрех хӑнӑхрӗҫ те, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхма пӑрахрӗҫ. Ун пек паттӑр геолога нимӗн те тытса чарас ҫук. Ӑна чӗлхе кӑларса витлерӗм. Гленарван хӑйӗн калавне ҫак сӑмахсемпе пӗтерчӗ: — Халӗ, тусӑмсем, паян мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшласа пӑхӑпӑр. Унӑн вӗренес пулать. — Шӑпах ҫавӑ, — ӑнлантарса пачӗ Квакин. «Кӳр-ха, тухса пӑхам, тен, кам та пулин илтме пултарӗ», терӗм.. Сӗтел патӗнче хӑйӗн ӗҫне туса пӗтерсен, вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ те, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслетсе хурса, хӑрах урине маларах кӑларса, йӗкӗлтевлӗ куҫӗсемпе Христофор аттене тӗллерӗ. Анчах юсаса ҫӗнетме пултарӑпӑр-и, мӗнле шутлатӑр? Кирек мӗн шутла та, эсӗ мӗн хӑтланни ҫинчен эпӗ райком бюровӗнче ыйту лартатӑпах, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ! — Сире те тав, сестра, пире ҫакӑн пек тӑрӑшса, ӑшшӑн пӑхнӑшӑн! — терӗ те Степан Иванович ун еннелле ҫаврӑнса, ҫӗре ҫитиех авӑнса пуҫ тайрӗ. Крепӑҫре пурӑнакан халӑх унта кӗпӗрленсе тӑрать. Гарнизон хӗҫпӑшалланнӑ. Сан хӑвӑн каламалла… Тупӑ пӗр хушӑ иккӗленсе тӑчӗ, вӑл мӗнле те пулсан усал ӗҫ тума шутларӗ пулас, ҫапла шутланӑ та-мӗн (пӑхса тӑракансемшӗн пуриншӗн те вӑл чӑнах та чӗрӗ япала пек туйӑнчӗ). — Анчах, турӑҫӑм, мӗншӗн-ха вӑл ҫав териех чипер? — Ытти ҫӗршывсенчи рабочисем ӗнтӗ ҫак чӑн япалана ӑнланса илнӗ те, паян, Майӑн Пӗрремӗшӗнче, ҫак ҫутӑ кун… Ҫурма тӗттӗм пӳртре вӑл хӗрарӑмӑн ытла та хытӑ хӑранипе сӑнне ҫухатнӑ, макӑрса пӗтереймен куҫҫулӗпе шыҫӑннӑ куҫӗсене, пӑвса антӑхтарнипе хуралса кайнӑ сӑн-питне курать. Ӑна аван мар пулса ҫитрӗ, унӑн кунтан хӑвӑртрах тула, уҫӑ сывлӑша тухса тарас килет… Пӗрре вӑл ҫавӑн пек Америкӑн карттине ҫапса кӑларчӗ, темӗнле майпа ҫавӑнта Японине чиксе хунӑ! Николай пек ҫынсем, хӑйсене кӳрентернине тавҫӑрса илсе тӳсейми пулсан, мӗн пулса тӑрӗ? «Тавар» хӑй ҫӗршывӗнче йӳнӗ пулнӑ, пысӑк услам панӑ. Тискер ут кӗтӗвне, пӑч-пӑч чӑпар мустангпа мустангера куҫран ҫухатсан, вӗсем пӗр-пӗрне те ҫухата пуҫланӑ. Ганна ҫине хӗрес хучӗ те вӑл, чӳречине хупса, хуллен ҫеҫ аяккалла утса кайрӗ. Ҫакӑн пек ҫурма-ыйхӑ витӗр Алексей ҫӗрпӳртри пурнӑҫа татӑкӑн-татӑкӑн ҫеҫ асӑрхаса илнӗ, ҫав пурнӑҫ ӑна экран ҫинче курӑнса иртекен, пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса тӑман темӗнле картинӑсем евӗр туйӑннӑ. — Пурте-и? — тесе ыйтать унран арӑмӗ. Анчах кимӗ ҫырана ҫитсе чарӑниччен Увар Ивановича хӑйӗн юлташӗсене тепӗр хут тӗлӗнтерме тӳр килчӗ: вӑл, вӑрманӑн пӗр кӗтессинче сасӑ ытла та уҫҫӑн янӑраса илтӗннине асӑрхаса, сасартӑк путене пек пӗтӗлтетсе авӑтма пуҫларӗ. Тур ҫырлахах, мӗн сӗннӗ… мӗн-мӗн кӑна сӗнмен-ши ҫак ку таранччен пулман, пулма та пултарайман, пӗртен-пӗр, пурпӗрех пулмалли ыранхи кун! Осип Михайлович ҫак вӑхӑтра Ерофей Кузьмич ҫине куҫӗсене ҫӗклесе пӑхрӗ, юнланса пӗтнӗ мӑйӑхӗсене хускаткаларӗ. Часах вӑл пӗлсе илчӗ: темле ҫынсем ун патне килекен ҫулпала мар, вӑрман чӑтлӑхӗ витӗр ҫывхарса килеҫҫӗ иккен. Эсир апла ҫавӑнпа «Ҫав ҫын темле фон мар, Николай Антоныч пулсан та, ун пек пысӑк ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна ҫеҫ айӑплама ҫук» терӗр. Пӗтӗм яла пӗтерсе хурӗ ку! тетӗп. Тӳррипе каласан, эпӗ ӑна питех итлемерӗм те. Таврара пӗр тӗттӗмлӗх хуллен шуса пыни кӑна курӑнать, вӑл ҫырансене курӑнми тунӑ, пӗтӗм ҫӗр ун ӑшӗнче ирӗлсе кайнӑ пек, вӑл тӗтӗмле шӗвӗ япала пулса, пӗтӗм талккишӗпе таттисӗр, вӗҫӗмсӗр таҫта аялалла, пушӑ, пӗр сассӑр ҫӗре, хӗвел те, уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫук ҫӗрелле юхнӑ пек туйӑнать. — Эсир мӗн шутлатӑр? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Акӑ вал, акӑ! — Мӗн?.. Пӑх-ха, ҫав уйсем хӗвел питӗнче мӗнешкел йӑлкӑшаҫҫӗ! Хуҫи тӑнӑ та хӑй ҫине виҫӗ хутчен хӗрес хурса илнӗ, унтан пукан айӗнчен аҫа кушака тытса, ӑна чемодана чикнӗ. Ху кабинет чӑн-чӑн музей пекех. Ну, турӑ пулӑштӑрах, кайсам. Сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтӗрекен аллӑмсемпе вӗсене иккӗшне те вута пӑрахам та, ҫапла вӑрттӑн та хӑрушӑ япалана пӗтерсе хурам тесе анчах хатӗрленсе тӑрсаттӑм. Эсир индеецсем тапӑнасран хӑранӑ пулӗ? — Ҫапла, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Дик. Эпӗ дворянин. Вӑл кунта килсе тухни ҫак пӑлхарсене хӑратма пултарать, ыррине курас вырӑнне, инкек-синкек кӳресси пулса тӑрӗ. Ара, мӗне кирлӗ вӑл вӗсене? Мана ҫавӑн пек пурӑнӑҫ нихҫан та йӑлӑхтарас ҫукчӗ. «Ҫапла, эпӗ ҫамрӑк улпутӑн камердинерӗ пулатӑп», — тенӗ Алексей. Кашни утӑмра тенӗ пекех, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳрекен юрӑҫӑсем тӗл пулаҫҫӗ. Валеткӑн питӗ паллӑ пахалӑхӗ вӑл — тӗнчери пур япала ҫине те пӗр пекех пӑхни… Тата тепӗр сехет иртрӗ. Температура пӑртак вӗриленнисӗр пуҫне урӑх нимӗнех те улшӑну пулмарӗ. Анчах вӑйӑри ҫынсем курӑнса кайни ӗҫе ун пек вӗҫленме памарӗ. Унӑн денщикӗ каласаччӗ, вӗсен хӑйсен тарҫӑсем пур, тет. Вилет вӑл кун пек ӗҫлесе! Шуйттан пӗлет ӑна — таҫта кайса кӗнӗ. Апат ҫисе пӗтернӗ тӗле туссем ку ял мӗнле майпа упранса юлни ҫинчен пӗлчӗҫ: кунта тахҫан нимӗҫсен штабӗ тӑнӑ иккен. — Симӗс ликер илсе кил, Ванька; симӗссине, пӗлетӗн-и? Ҫак ҫыннӑн кичем те ҫилӗллӗ пит-куҫӗ тӑрӑх, вӑл сунара мар, хаяр ҫапӑҫӑва каять тесе шутлама пулать. Вӑл сана кӑтартӗ!.. — Ан ҫухӑр! — Унтан, хуллентерех, малалла каларӗ: — Пухусене епле йӗркеллӗ ирттермеллине сирӗн рабочи класран вӗренмелле. — Манӑн мӗскӗн ачам! Анчах Каи-Кумуран хӑтӑлнин хаваслӑхӗ вӗсен пулас пурӑнӑҫӗн телейне кӑтартса тӑрать. — Сире пирӗн патра лайӑх пулать, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. Ахалех илнӗ! Амӑшӗ кӑртах сикрӗ. Ӑна хул хушшинчен тытса, ун ҫумне тӗшӗнчӗ те лӑпланчӗ. Стариксем, ҫамрӑк ӑру ҫине мӑнаҫлӑн пӑхкаласа, хӑйсем хушшинче лӑпкӑн та пӗр тикӗс сасӑпа тырӑ-пулӑ ҫинчен, ҫамрӑк ачасем ҫинчен, общество ӗҫӗсем ҫинчен тата авал пулнӑ ӗҫсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Тимофейпа, Фрол Дамасков кулак ывӑлӗпе пурӑнать. — Апла-тӑк, эсӗ вӑрланӑ та пӗрлехи ылтӑнлӑ пиҫиххие, — тенӗ патша тӳрех юлашкинчен калаканне, — мӗншӗн тесен эсӗ ҫӑткӑн та ютӑнне ӑмсанатӑн. Ку вӑл — вӑйлӑ ҫутӑри тӗттӗм пӑнчӑ, телейлӗ тулӑх пурнӑҫ хушшинчи хурлӑх ҫинчен аса илтерни… — Кӑшкӑр-ха ӑна, — ыйтрӗ Воропаев. Ҫӗмрӗлсе, шыҫӑнса кайнӑ урисем шӑмӑ варрипе йывӑррӑн туртса ыратнӑ, анчах ҫаврӑнма та, хускалма та вӑй ҫитмен. Кирюха, хӑйне путарма тӑнӑ чухнехи пек, чыхӑна-чыхӑна ӳсӗрчӗ, ахӑрашса кӑшкӑрчӗ, Дымовӗ ӑна уринчен ярса тытасшӑн пулса хӑваларӗ. Хулӑн булочникпа переплётчик, ваттисем ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ тенине асра тытса, Юркона хӑйӗн будкине ҫитичченех аллинчен тытса ӑсатса янӑ. Переплётчикӑн пичӗ Хӗрлӗ сафьян хуплашкаллӑ кӗнеке ҫийӗ пекех пулнӑ. Вӑл ҫав тери сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен тухса кайрӗ. Ҫул урлӑ йӳплене-йӳплене каҫакан темиҫе ҫӗр ҫулхи юмансемпе ҫӑкасен тымарӗсем кустӑрмасене пӗр тикӗссӗн кӑлтӑртатса чупма чӑрмантараҫҫӗ. Йывӑр хӗн-асап тӳссе, ҫамрӑк ача ҫитӗнсе ҫитрӗ, шанӑҫ ҫухални вара этем кӑмӑлӗ вӑхӑтлӑха ҫемҫешкеленни ҫеҫ пулчӗ. Мана та-и эс? Ҫак карапсемпе — ун чух вӗсене Испанире «каравеллӑсем» тенӗ — Колумб 1492 ҫулти августӑн виҫҫӗмӗшӗнче Палос гаванӗнчен инҫе ҫула тухса кайнӑ. Унсӑр пуҫне малтанхи вӑхӑтра питӗ лайӑх ӗҫ пурччӗ — ҫӗнӗ хулара вырнаҫасси, ҫӗнӗ хваттере майлаштарасси. Вӑл кичеммӗн кулкаласа амӑшӗ патне пычӗ те, пӗшкӗнсе, ун аллине пӑчӑртаса ыйтрӗ: — Ӑҫта сирӗн чӑматан? Эпӗ ӑнланса илтӗм: вӑл ӗнтӗ виҫ-тӑватӑ сехет малтанрах вилсе кайнӑ иккен. Пӗрре ирпе вӑл мана хӑй патне чӗнтерчӗ, мана пукан ҫине ларма хушрӗ (манпа вӑл пӗр хут ҫеҫ ҫакнашкал ыр кӑмӑллӑ пулчӗ), вара мана ҫав тери вӑрӑм сӑмах каласа пачӗ. Анчах ҫын ҫине сунара ҫӳрекенсем чура сутуҫисем ҫеҫ мар. Вӗсем ӑна темшӗн касма хатӗрленнӗ, эпӗ ку ӗҫпе ӗҫлеменни нумай пулатчӗ. Чӑнах та, Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗ тӑрӑх гидрологический енӗпе ӗҫленӗ чух Архангельски базӑна чарӑнмасӑр иртсе канма ҫук ӗнте. Пиччӗшӗпе йӑмӑкӗ, вӑл, сасартӑк таҫтан тупса тухнӑ тӑватӑ урапаллӑ пукане кӳмине туртса, урнӑ пекех пӳлӗм тавра чупнине курчӗҫ те тӗлӗнсе кайрӗҫ. — Йышӑннӑччӗ. Эсӗ паян каҫ пулнӑ чух Ганнӑпа мӗн калаҫнине пӗлместӗп тетӗн-им? Ытла та лайӑх шухӑшласа тупрӑмӑр-ҫке! — тенӗ Лиза; вара вӑл ҫывӑрма выртнӑ чух та хӑйӗн савӑклӑ шухӑшне пурнӑҫа кӗртетӗпех тесе шухӑшланӑ. Хама хам ирӗк тыткалаттӑм та, ҫав ирӗклех туйӑмӗ хӑрушӑ пулин те, савӑнса тӑраттӑм. Кам малта пырать, ӑна ҫамкаран ҫапаҫҫӗ, анчах ҫамка вӑл — купарча мар, нумайччен ыратать. Тӑватҫӗр маориеца Карей генералӑн пин ҫын ытлашшипех шутланакан отрячӗ Оракан крепоҫӗнче хупӑрласа илнӗ. Апат-ҫимӗҫ ҫителӗксӗр пулсан та туземецсем пӗр уйӑх ытлашшипех тытӑнса тӑнӑ, вӗсем парӑнма шутламан, юлашкинчен вара хӗстерсе килнисен фронтне ҫӗмӗрсе пырса кӗмелле мар шурлӑхлӑ вырӑнсене тухса тарнӑ. Вӑл шывпа сыватассине пӑрахрӗ, пур эмел таврашӗсене те пӑрахӑҫларӗ, ҫӗнӗ эмеле ҫеҫ шанса тӑма пуҫларӗ. Ҫын вӑйӗпе пурӑнатӑр… ҫын аллипе ӗҫлетӗр! Хӗвел тин кӑна анса ларчӗ. — Кам кунта кӗҫӗн офицер? — ыйтрӗ вӑл хаяррӑн, хӑй тавра ҫаврӑнса. Портрета хӑй ыйтнипе пултӑра панӑ хыҫҫӑн кӑна ман ӗнсе ҫинчен сасартӑк чул ишӗлсе аннӑ пек пулчӗ: хӑвах куратӑн, халь сасартӑк хавасланса кайрӑм. Хулпуҫҫи ҫине шел тутӑр уртса, вӑл алӑка уҫрӗ. Тен, ӑна Дик мӗн шутлани интереслентерчӗ пуль. Лешсене виҫҫӗшне тытрӗҫ те картишне сӗтӗрсе тухрӗҫ. — Сан шутпа, мӗнле пулсан лайӑхрах? Семён кӑшкӑрса ячӗ те, ыратнипе ӑнран кайнӑ пек пулса, урине хӑй патнерех туртса илчӗ. Вӑл кунтан кайнӑ чухне ҫавӑ пулманччӗ. Джон, ҫак шӑпа тухнӑ самантпа хӑюлланса ыйтатӑп эп сиртен: эсир мана хӑвӑрӑн пулас арӑму вырӑнне шутланӑ вӗт? — Шел, пулӑ тытма юратмастӑн, атту манпа Атӑл ҫине ҫӳренӗ пулӑттӑн. Вӑл калама ҫук йывӑр выртать. «Ай, ҫырлахсамах, мӗн эсӗ капла чӑрманса тӑтӑн?» — терӗ мана такам, — «хӗр ӑнсӑр пулса выртать, пуп нимӗн тума пӗлмест; эпӗр каялла каяс тесе тӑраттӑмӑрччӗ ӗнтӗ, атя часрах», — терӗ. Пӗтрӗ вара. Тӗрӗссипе каласан, вӗсем иккӗшӗ те, Санин, шурса кайнӑскер, Джемма, хумханнипе хӗрелсе кайнӑскер, ӳсӗрӗлнӗ пек малалла утрӗҫ. Ыран вӑл мана ырӑ кӑтартасшӑн пулӗ акӑ, ҫавӑн пек пуласса эпӗ пӑхмасӑрах курса тӑратӑп-ҫке, ҫавӑнпа кичем те. Пысӑк тӗркӗшӳсем пулнӑ хыҫҫӑн, чупкаласа ҫӳренӗ, вӑрҫса илнӗ, телефонпа калаҫнӑ хыҫҫӑн Келли кантурӗнче каҫхи заседани уҫӑлнӑ. Марья Николаевна нимӗн те каламарӗ, ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, вӑл пӗрмаях малалла кайрӗ, Санин ун хыҫҫӑн пычӗ, Санинӑн тапма пӑрахнӑ чӗринче ирӗкӗн пӗр хӗлхемӗ те пулман, вӑл халь Марья Николаевна аллинче пулнӑ. Ҫынсем хӑраса ӳкнӗ. — Ну, юрӗ-ҫке! — тенӗ Фома, — хыттӑн ҫыртнӑ шӑл витӗр. Амӑшӗ хӑй ачине юратса кӑмӑлне тӑвас шутпа мана аллипе тытрӗ те ачи умне тӑратрӗ. Капла та юрамасть! Ытла та канӑҫсӑр ҫын-ҫке эсир, анне! Нумайӑшӗ нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Пальттипе перчеткине хывмасӑрах, вӑл пукан ҫине вырнаҫрӗ, ҫакнашкал вара, аллине хӗҫ аври ҫинче тытса, Ромашов пӑлхана-пӑлхана, кирлӗ мар ҫӗртенех тӗркӗшсе-пӑтрашӑнса та хӑйӗн кӗпи тасах мар пулнӑшӑн кӳренсе-тарӑхса, мӗн тумланса ҫитичченех, чулланнӑ сӑнпала тӳп-тӳррӗн, ним хускалми ларчӗ. Базаров хӑйӗн вӑрӑм та хытӑ пӳрнисене чармакласа хучӗ… Аркадий ҫавӑрӑнчӗ те, шӳт тунӑ пек, хирӗҫ тӑма хатӗрленчӗ… Колхозсене вӑй илсе ура ҫине тӑма пилӗкҫӗр миллион тенкӗ параҫҫӗ, ку мӗнле пек? «Тӑвӑл шуйттанӗ» ятлӑ хура та вӑрӑм, лутра карап ҫинче, мачта тӑрринче ҫӳлте хура ялав вӗлкӗштерсе пырса, вӑл тӑвӑллӑ тинӗссем тӑрӑх епле мӑнкӑмӑллӑн ҫӳре-ши? Ну, хӑвӑрт! — Кай, Фома! — Ҫапла каларӗ Левко хӑйне татах пӗр-пӗр мыскара тума хӗтӗртекен юлташӗсене. — Эпӗ ӑна хам маларах ҫыртса илӗп, Джек мистер! — терӗ Геркулес, кулнӑ майӑн икӗ рет тикӗс шурӑ шӑлне кӑтартса. Омут естества. Илер акӑ, Крым Автономлӑ Республикине. Ӑҫтан кӗмелле ӗнтӗ унӑн, вӑл, ухмахскер, сӑмси айӗнче мӗн пулса иртнине те курмасть-ҫке-ха, ара. Вӑл мана пиллерӗ те ыталаса илчӗ. Ҫурт тӑррине иккӗн хӑпарса кайнӑ та ҫыпӑҫуллӑн, хавассӑн юрлаҫҫӗ: Эпир аскӑн вӑрӑ-хурах ҫынсем мар, Кимӗ ҫинчи пулӑ тытакан ҫынсем! Шыв ҫурнипе йӗркеленнӗ ханкӑрсенчен янтӑланӑ капмар залсене, колоннадӑсене, туннельсене, коридорсене планетӑн шалти ӑшши вӗрипе тивӗҫтерсе тӑнӑ. — Ҫиес килет! — терӗ вӑл. — Халӗ пӗр чашӑк кофе ӗҫесчӗ… Унӑн ҫути халь мӗлтлетмест, хӗрлӗ лаптӑк пӗчӗкленнӗҫем пӗчӗкленсе, тӗксӗмленсе пырать. Эпир — вӑйлисем мар. Пӗр-икӗ ҫыру тытса мар, чӑннипех те, пӗр тӗркӗ, пӗр хӗрӗх ҫыру тытса кӗчӗ. Матвей Ильич «уяври чӑн герой» пулчӗ. Том вӑранса куҫ уҫнӑ ҫӗрелле Сид тумланса тухса кайма та ӗлкӗрнӗ. Макар Нагульнов ӗнер тырӑ тиесе кайнӑ килсене кӗре-кӗре ҫӳрерӗ; пырса кӗрет те, сывлӑх сунса тӑмасӑрах, куҫӗсене аяккалла пӑрса, сиввӗн:— Тырӑ тиесе килтӗн-и? — тесе ыйтать. — Юлташ чӗртмелли парччӗ, — тет поляк закон тасалӑхне чи малтан пӑсса, хӑй ҫав хушӑрах нумай зарядлӑ, хӗҫ пек штыклӑ француз винтовкине ҫурӑм хыҫне уртса ярать те кӳтсе кайнӑ пӳрнисемпе шинель кӗсъинчен йӳнӗ сигарет пачки туртса кӑларать. Госпиталь, унта хыпаланмалла пулнӑ — май килмен. — Кам ку? — ыйтрӗ Павел Петрович. Пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑ чух эпир татах тӗл пулма сӑмах патӑмӑр пулин те, эпӗ хам ӑна юлашки хут чуптунине чухласа илтӗм. — Ырӑ каҫ сунатӑп, ненько, — илтӗнчӗ палланӑ сасӑ, вара амӑшӗн хулпуҫҫи ҫине типшӗм, вӑрӑм алӑ выртрӗ. Нихӑҫан та! Тепӗр икӗ талӑкран ҫав сухаллӑскер, унпа пӗрле тата тепӗр ҫамрӑкрахскер, каллех персе ҫитрӗҫ. Фронт Дунай ҫинче кӑна пулман. Кунта хӑрушлӑх сиксе тухать. Тахшин питӗ ерипен ман кӑкӑр ҫинчи тата хулпуҫҫи тавралли ҫыхӑсене йӗркелет. Вӑл хӑнасене вырнаҫтарса лартрӗ те, пирне светски ҫын пек ҫӑмӑллӑн шутарса хурса, ӳкерме пуҫларӗ. Ман тавра городовой Никифорыч ҫӑхан пек явӑнкалама тытӑнчӗ. — «Пилигрим», — терӗ Негоро, — Вальпараисӑна ҫул тытрӗ. — Кай, тенӗ сана! — тытамаклӑн кӑшкӑрса янӑ Ежов. Илья унран:— Калаҫҫӗ пулсан, мӗн тӑвас-ха? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ нумайӑшне мӗнле кирлӗ, ҫавӑн пек туманнине куратӑп. Хӗрарӑм хӑй ҫине ҫавӑн пек пӑхнине Воропаев ҫавӑнтах асӑрхарӗ, унӑн тӗлӗнсе пӑхакан куҫӗсем хӗрарӑмӑн кӑмӑлсӑррӑн пӑхакан куҫӗсемпе тӗл пулчӗҫ те вӗсем иккӗшӗ те именсе кайрӗҫ. Нумайччен каларӗ вӑл, хӑйӗн ҫыпӑҫуллӑ сӑмаххисене тӗттӗмре те шӑплӑхра хуллен кӑларса, вӑл выртса та, каллех сике-сике тӑрса та хӑтланчӗ. Артур ҫыру ҫине хӑрах куҫпа пӑхса илчӗ те ӑна сӗтелӗн пӗр кӗтессине илсе хучӗ. Ҫаксене, пӗр сывламасӑр тенӗ пек, пӗр тӑрук каласа пӗтерет те, хӑй хӗрарӑм пӗрре сирӗн ҫине, тепре матрос ҫине пӑхса илет, куҫӗсем вара ун темӗнле, уйрӑммӑнах пысӑк хаваслӑхпа ҫиҫеҫҫӗ. Матросӗ сирӗн ҫине пӑхмасть, ҫаврӑнса ларнӑ та вӑл, эсир калаҫнине итлемен пекех, минтере ҫинче выртакан суран ҫыхмалли тутӑр таткине чӗпӗткелесе ларать. Джим пыл хурчӗсем ухмахсене сӑхмаҫҫӗ тет, анчах эпӗ куна ӗненместӗп: эпӗ хама темиҫе хут та сӑхтарма хӑтланса пӑхнӑ, вӗсем мана сӑхмарӗҫ. «Эпӗ сире архимандрит эрех шӑршлаттарса та кӑтартман пулӗ тетӗп», тенӗ Тарас сӑмахне, малалла тӑсса. Эсӗ Самар хули мещенӗ Мартын Лодыжкин-и, тейӗ?» Кукамай Китеж хули ҫинчен каласа кӑтартнипе мана ҫавӑн пек туйӑнакан пулнӑ пулас, час-часах вара хор юрлани, ҫынсем кӗлӗ пӑшӑлтатни, ассӑн сывласа илнисем хама ҫывратса янӑ пек, эпӗ таврара мӗн пуррипе пӗрле чӳхенсе, тӗлӗрсе тӑнӑ хушӑра хам ӑссӑн юрӑ майлӑ, хурлӑхлӑ калав калаттӑм: Хупӑрласа илнӗ усал тутарсем Ҫав хӑйсен усал вӑйӗпеле,Хупӑрланӑ чаплӑ Китеж хулине,Ҫутӑ чухне, ирхи кӗлӗ тӗлӗнче… Анчах акӑ унӑн сасси каллех йӑвашланчӗ. — Америка американецсем валли сывӑ пултӑр, тӗрлӗрен ютран килнӗ ҫынсем, пуринчен ытла ылханлӑ ирландецсем, пӑчланччӑр. Эсӗ ӑна ӑнланатӑн-и? Хӑш чухне акӑ халех ҫумӑр ҫӑвассӑн туйӑнать; апла пулсан та тӑснӑ алӑ ниме те туймасть, тумтир ҫанни ҫине пӑхсан ҫеҫ вӗтӗ-вӗтӗ шӑрҫа пек пӗчӗк тӳмламсен йӗррине асӑрхама пулать; анчах вӗсем те час чарӑнчӗҫ. — 1862 ҫулхи июнӗн 27-мӗшӗнче каҫпа. Сиксе ҫурӑлнӑ сасӑ илтӗнчӗ, пӗр хӗрех метр леререхре хура тӗме ӳссе хӑпарса кайнӑн туйӑнчӗ. Ҫапла вара ҫав усал патне ҫывӑхарах кайса паллашар. Козельцов эрех ӗҫрӗ те выляканнисем патне пырса ларчӗ. Кун ҫурӑ хушшинче поход туса та ирттерчӗҫ, вара запорожецсем хула патне пырса тухрӗҫ. Хӗрарӑмӗ хула майлӑ тумланнӑскер пулнӑ, урине вӑл пушмак, ҫине ҫитса кофта тӑхӑннӑ, хура ҫӳҫӗсене темӗнле, хӑйне расна, пӗчӗк тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ. Мак-Набс малалла ҫапла каларӗ: — А халь, — тенӗ Бен Джойс, — лашипе тытса килӗр! Магистрат башни ҫинче тӑракан часовойсем ҫеҫ лавсен пӗр пайӗ вӑрман хыҫнелле кӗрсе кайнине асӑрханӑ; анчах вӗсем козаксем засада тума хатӗрленеҫҫӗ пулӗ тесе шутланӑ; француз инженер та ҫаплах шутланӑ; ҫав вӑхӑтрах кошевой тӗрӗс каланӑ: хулара апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулман, иртнӗ ӗмӗрсенчи пек ҫарсем хӑйсене мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ кирлине шутласа хурайман. Корытов тӑнлавӗсене сӑтӑрса илчӗ. Ӗҫ ҫукран, Воропаев хӑй ӑнсӑртран пырса кӗнӗ ҫурта пӑхма тытӑнчӗ. Сивчир лӑсканӑ хыҫҫӑн ҫывӑрса кайнӑ Джек ун аллинчеччӗ. Икӗ лав парӑр: Голуб валли хулӑм пуҫтарӑпӑр. Унта никам та курӑнман, анчах ҫав самантрах хӳшӗ хыҫӗнчен ун умне Дубровский тухса тӑчӗ. Сансӑр пуҫнех тирпейлӗпӗр, ачаш! — тесе йӑл кулса илчӗ те Половцев, юнланса пӗтнӗ пӳрнисемпе чикарккӑ ҫавӑрма тытӑнчӗ. Тепӗр тесен, эпӗ хам та пырса ҫӳреместӗп тесе картса хунӑ. Ҫапла вара Эленпа Мэри ҫутӑлсанах палуба ҫине тухрӗҫ, унта паҫӑртанпах Гленарванпа майор тата капитан тӑраҫҫӗ. — Сухалне пӗветнӗ, касса кӗскетнӗ. Карап ҫинче пӗр ҫын ҫеҫ американец мар. Ҫурри таран типӗ курӑк ҫыххисем ҫакса тултарнӑ пӗчӗкҫеҫ чӳречерен кӗрхи тӗксӗм ҫутӑ пӗчӗккӗн кӑна кӗрет. Анчах вӑл мӗне пӗлтернине Луиза ҫапах та лайӑхах ӑнланаймарӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшне Хролинри ҫамрӑк комсомол ячейки ҫухатнӑ. — Мӗн калаҫатӑр эсир, мисс Мэри? — кӑшкӑрса ячӗ Джон Мангльс. Тӗттӗмлӗх ӑна пӗр тӑтӑш, пуҫламӑшсӗр, вӗҫӗ-хӗррисӗр пек туйӑнчӗ. Пурнӑҫ чарӑнса ларнӑ пек пулчӗ. Вӑл пӑтана Токарев шпалсем вырӑнне хуракан вутта турттарнӑшӑн хресченсене салатса панӑ-мӗн. Ял ҫине ят тухнӑ тӑрӑх, ҫак ӗҫ пӗтӗмӗшпех Щуровран килнӗ, имӗш. Чунӗпе Андрий ӑна хӑйӗнчен мала хурса унтан хӑранине туйса илчӗ, вара ун умӗнче пӗр хускалмасӑр тӑчӗ. Паллах, пире шыраҫҫӗ, ҫил-тӑман палӑртнӑ трассӑран аяккалла илсе кайрӗ пулин те, пире пурпӗрех тупаҫҫӗ. Варринче, ыттисенчен чылай кая юлса, Сильвер мана хӑйӗн хыҫҫӑн вӗренпе сӗтӗрсе пырать. Ту айккинчи юхса тӑракан гравий тӑрӑх хӑпарма ӑна питӗ йывӑр. Картинине ӳкерсе кӑтартасси — сирӗн ӗҫ, поэт господин… анчах ман факел ҫутисене хӗрлӗ тӗс парас килет, вӗсем тӗтӗмлӗ ҫунччӑр, вакханкӑсен куҫӗсем пуҫ кӑшӑлӗсем айӗнчен ялкӑшчӑр, пуҫ кӑшӑлӗсем тӗксӗм пулччӑр. Ҫав йӗркесене вуласан, Луиза ҫырӑва ним хӗрхенмесӗр лучӑркаса тӑкнӑ. — Куна ан ман вара, Джордж. Хӑш-пӗр туристсем кӑна унӑн анатри юхӑмӗсене сӑнаса ҫӳренӗ. Юргин ӑна ярса тытрӗ те, траншейӑна сике-сике тухма тытӑннӑ салтаксем еннелле ҫаврӑнса, васкатрӗ: — Хӑвӑртра-ах! Лось ӑсатакансене тимлӗхшӗн тав турӗ. Ҫавӑнпа вӑл карап тепӗр эрнерен ҫӗр патне ҫитесси пирки пӗрре те иккӗленмерӗ, Уэлдон миссиса та, хӑй шутланӑ тӑрӑх, «Пилигрим» хӑш вырӑнта пулнине картта ҫине кӑтартса ӗнентерчӗ. Эпӗ хам ӑшӑмра турсӑ умӗнче чунтан ӳкӗнсе, хамӑн ҫылӑхсене каҫарма тата хам чӗреме ҫывӑх ҫынсене ҫӑлма ыйтса, кӗлӗ пуҫларӑм. Акӑ сасартӑк ҫак хӗрарӑмсенчен пӗри ун пӳлӗмне кӗчӗ; вӑл вӗсен портретне ӳкерет, ӑна аристократиллӗ ҫурта хӑнана чӗнчӗҫ. Вӑл педсоветра тӑнне ҫухатни, Марья Васильевна вилни ӑна пӗтӗмпех тӳрре кӑларчӗҫ темелле. Эпӗ хам та ӑна ку таранчченех курман пулнӑ. Пусмӑрта пурӑннӑ май ваттисен ҫак сӑмахӗ вӑй илнӗ те: «Тайма пуҫа хӗҫ витмест», — теҫҫӗ. Унӑн пичӗ пӗлӗт ҫинелле пӑхнӑ, кӗленче пек пулса кайнӑ куҫӗсем сиввӗн хӑй ӑшнелле пӑхаҫҫӗ. Туссен ырӑ сӑнӗ-пичӗсем… туссен ырӑ сӑнӗ-пичӗсем… Хӑй вӑл уҫӑ кӑмӑллӑ савӑк ҫын, чӑн-чӑн патриот. — Тит Бородина ҫывӑх пӗлетӗн-и эсӗ? — утнӑҫем шухӑша кайса, ыйтрӗ Давыдов. Вӑл манран Европа ҫинчен, унти халӑхсем, вӗсен йӑлисем, тӗнӗсем, законсем ҫинчен, тытӑм йӗркисем, ҫутӗҫ ҫинчен тӗплӗ ыйта-ыйта пӗлетчӗ, эпӗ вара хам пултарнӑ таран пурин ҫинчен те пит тӗплӗ кала-кала параттӑм. Король ӑсӗ уҫҫӑн шухӑшлама пултаратчӗ, тӗрӗс сӳтсе яватчӗ, эпӗ пӗлтернӗ фактсем тӗлӗшпе пит ӑслӑ та тӗрӗс кӑтартусем хушса калатчӗ. Анчах пӗррехинче король чӑтса тӑраймарӗ. Эпӗ хамӑн юратнӑ тӑван ҫӗршыв ҫинчен, хамӑр суту-илӳ ӗҫӗ ҫинчен, тинӗс ҫинчипе типҫӗр ҫинчи вӑрҫӑсем ҫинчен, тӗн тавлашӑвӗсем тата политика партийӗсем ҫинчен ытла та мухтаса калама тытӑнтӑм. Волошин майора Матвей Юргин пытарма пулчӗ. — Калӑр анчах, паратӑп. «Рендич!» мӑкӑртатрӗ Инсаров ыйхӑ витӗр. Гленарван ҫакӑн пек хӑрушлӑхсем пуррине пытарса тӑмасть. Ҫапах та кунтан тухса тарма майлӑ самант киличчен кӗтмелле пулать, вӑл самант хӑй тӗллӗнех пулмасан, мӗнле тармалли май ҫинчен хӑйсенех тӑрӑшмалла пулать тесе шутларӗ Гленарван. Эпир хамӑрпа пӗрле Редрэта, Джойса тата Гэнтера илетпӗр. Тепӗр уйӑхран вара ҫӗрле Антипӑн лаҫӗ ялкӑшма пуҫларӗ. Кун пек ан хӑтлан. Юлашкинчен, Иван Иванович Михельсон хӑваласа пынипе, Пугачев тарать. Часах эпир Пугачева тӗппипех аркатса тӑкни ҫинчен пӗлтӗмӗр. — Лайӑх, тӑватӑ кустӑрмаллӑ. Пичче ҫак тӗлӗнмелле картинӑсене курса хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, вӑл текех тӗлӗнмерӗ те. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл мирлешнӗ ҫӗрте пулнӑ мӗн, унта вӑл француз офицерӗсемпе калаҫнӑ пулать, француз офицерӗсенчен пӗри ӑна: «S`il n`avait pas fait clair encore pendant une demi heure, les еmbuscades auraient ete reprises», тенӗ-мӗн, вӑл вара ӑна хирӗҫ: «Monsieur! Le ne dis pas non poyr ne pas vous donner un dementi», тенӗ пулать. Вӑл хӑй ку сӑмахсене мӗн тери аван калани ҫинчен тата ыт. ҫинчен те каласа пачӗ. Вӗсем ҫӗҫӗ мӗнпур чӑрмавсене сирсе яма пултарать теҫҫӗ, паллах ӗнтӗ, вӗсем пысӑк йӑнӑш тӑваҫҫӗ: мӗн те пулсан сирсе яма пулать, анчах пурне те мар. Хӑрасса эп чӑнах та кӑштах хӑратӑп, — тӳррипех каласа пачӗ вӑл. Пӗрре ӑна инҫетре автан авӑтни илтӗннӗ пек туйӑннӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем Нормандин ҫимӗҫлӗ кӗтесне ҫакланнӑ тейӗн ҫав, вӗсене темӗнле хӑват Ҫӗнӗ Тӗнчене куҫарса килнӗ тейӗн. Акӑ мӗнле, хӑвна эсӗ пӗр юханшыв хӗрринче пурӑнатӑп тесе шутла, пӗр илемлӗ кун вара ҫыран хӗррине почта сумки тухса выртать. Тинӗс леш енче никам курман ҫыран тухса тӑрать. Карап юхан шыв вӑррине кӗрет, капитан сарлака хӗрӗллӗ шлепкине хывать те ҫӗнӗ ҫӗре хӑйӗн ятне парать: ҫав тери чаплӑ самант. Унтан ҫӗрлехи сывлӑшра инҫетре йытӑ улани илтӗнсе кайрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑнах тата инҫерехре хуллен тепӗр йытӑ улама пуҫларӗ. — Ҫук-ха халлӗхе. — Мазурка женераль! Унӑн пӗтӗм чӗрӗ те илемлӗ сӑнарӗнче темле уйрӑмах килӗшӳллӗ чеелӗхпе сыхланусӑрлӑх, курнӑҫланупа тӳрӗ кӑмӑл, лӑпкӑлӑхпа чарусӑрлӑх палӑратчӗҫ; унӑн кашни ӗҫӗ, калаҫӑвӗ, кашни хусканӑвӗ питӗ ҫепӗҫ те илӗртӳллӗччӗ, йӑлтах хӑйне евӗрлӗ те кӗрнеклӗччӗ. Тутӑр татӑкӗ суран ҫумне хытах ҫыпӑҫса хытса ларнӑ-мӗн. Эпӗ вара асра шутлама пуҫӑнатӑп, анчах ҫирӗм ҫиччӗ тарана ҫитетӗп те, туятӑп, манра хӑюлӑх ҫаплах ҫитӗнсе ӗлкӗреймен. — Турӑшӑн та чӗнетӗп, — тенӗ Адриан, — ыранах чӗнетӗп. Эпӗ калатӑп сире — ӑна эсир Ярославльте тупатӑрах. Чӑнах та, мӗн тума кирлӗ? Халӗ те, ав, тӗрлӗрен кучченеҫ парса тултарнӑ, туй тума хатӗрленнӗ пекех! Уэлдон миссис американеца тав турӗ. — Килчӗҫ, тытрӗҫ, илсе кайрӗҫ, — мӑкӑртатрӗ амӑшӗ, аллисене саркаласа. — Санпа пӗр пӳлӗмри юлташ ҫакӑ-и? — шӑппӑн ыйтрӗ Жигирева Чернокозовран, Корчагин ларакан коляска еннелле пуҫне сӗлтсе. Каҫхине вӗсем час ҫывӑрман — ҫапӑҫӑва хатӗрленнӗ: хӗҫ-пӑшал тасатнӑ, ҫав хӗҫ-пӑшалпа усӑ курма вӗреннӗ, патронсем, гранатӑсем, вут тивертекен кӗленчесем илнӗ. — Хӑй ҫапах та ырхан — кӗлетки ҫеҫ. Панков, Суслов, тата ик-виҫӗ ӑслӑ мужик пулӑшнипе Хохол ӑна йӗркелесе ҫитернӗпе пӗрех ӗнтӗ. Юлашкинчен, ку ҫемьери тепӗр ҫын, Варенька, — вунултӑ ҫулалли питӗ тулли кӗлеткеллӗ хӗр. Ку вӑл портсенче якорь ярса тӑракан карапсене ҫырана вӑркӑнтаракан, вӗсем пырса ҫапнине ҫӗр ҫинче нимле ҫирӗп ҫурт та чӑтайман тӑвӑлсенчен пӗри пулчӗ. Эпӗ астуса илетӗп: Атӑл леш енче вӑрман ҫунмасӑр пӗр ҫул та иртменччӗ пулас; кашни ҫул июльте пӗлӗте тӗксӗм сарӑ тӗтӗм хупласа илет, хӗрлӗ тӗслӗ хӗвелӗ, пайӑркисене ҫухатса, ҫӗр ҫинелле, чирлӗ куҫ пек пӑхать. Ун пуҫӗнче тӗрлӗрен план сике-сике тухрӗ, анчах халлӗхе нимӗн те паллӑ пулмарӗ-ха. — Чарӑн! — кӑшкӑрса ячӗ Кузьмичов. Амӑшӗ ӑна ҫавӑн чух тепӗр хут та хулпуҫҫинчен лӑскасшӑн. Темиҫе минутран хӑнасем кӗчӗҫ: Ерошка мучипе старик, Улита кинеми пиччӗшӗ; вӗсен хыҫӗнчен Устенькӑпа Марьяна. Юрать-и? Чугунран тунӑ тупӑсем хӑйсен сарлака пырӗсемпе йывӑррӑн кӗрлесе илчӗҫ; ҫӗр таҫта аякка чӗтӗресе кайрӗ, пӗтӗм хире тӗтӗм икӗ хут ытларах хупӑрларӗ. Манӑн тискер кайӑксем пек тимӗр решетке ӑшӗнче ларакан ҫынсен сӑнӗсене пит курас килет. Вӑл хӑй ӑҫтине те, хӑйне мӗн пулнине те астумарӗ. Сӗтел ҫине кивӗ кӗмӗл нумайрах кӑлар, фрукт валли вазӑсем ларт… Пурте эпир, мӗнпур хаваслӑхпа сирӗн пата пырса, хамӑра сирӗн алла пама, сире пурнӑҫра пулӑшма хатӗр… пирӗн урӑхла тумалли те ҫук. Ун пек улпут Мухин-Пушкин пур ҫав. Ҫитменнине тата вӑл малашне чирпе чирлесе выртасси ҫинчен пӑшӑрханмасть-ха. Шӑматкун каҫхине ҫанталӑк тӳлек тӑчӗ. Хӑйсене ӑҫта турттарса кайнине ҫынӗсем пӗлмен пек, хӑйсене пароходран кирек ӑҫта антарса хӑварччӑр, вӗсемшӗн пурпӗрех пек туйӑнать. Пӗррехинче; каҫхине, шӑллӗ патне пырса малти пӳлӗмре хывӑннӑ чух, аслӑ Артамонов Мускавран таврӑннӑ Мирон ҫапла каланине илтрӗ: — Илья — пурнӑҫ ҫине кӗнеке витӗр пӑхакан, ӗнене лашаран уйӑрса илме пултарайман ҫынсенчен пӗри. «Суятӑн», — тесе шухӑшларӗ Артамонов, шӑллӗн ывӑлӗ Илья ҫинчен хирӗҫле каланинче темле хӑйне лӑплантаракан япала тупса. Хӑнасене ӑшаланӑ така ашӗпе, нардупа, качака сӗчӗпе, цикорин ик-виҫӗ улмипе тата сивӗ шывпа апатлантарчӗҫ. Аркадек кӗтӳҫӗсем яланах ҫаксене ҫисе пурӑнаҫҫӗ. Эпӗ Георгий княҫпа пӗрле Рязань вӑрманӗсене ҫӳрекеленӗ, ҫав вӑрман хуҫисене вӑрӑм сӑнӑпа чикеттӗмӗр, интереслӗ! — терӗ. — Мӗншӗн пӗлместӗн? Вӑл мана ухмахла ыйтусемпе аптӑратса ҫитеретчӗ: — Алешка, кала-ха: мӗншӗн ҫырассине «синенький» тесе ҫыраҫҫӗ, калассине «финики» теҫҫӗ? Ваҫили Андрейч лаша ҫинчен сиксе аннӑ; аннӑ чух урине кутлӑх ҫине пуснӑ та ӑна хӑрах еннелле туртса антарнӑ, тата ӗнерчӗкрен алӑпа тытса ӑна чалӑштарса янӑ. — Тепӗр тесен, вӑл ӗҫе кам та пулсан хускатса яма тивӗҫ. Варвара чӑнласа е шӳтлесе каланине нихҫан та тавҫӑрса илме пултарайман Юрий ун сӑмахӗсемпе интересленсе кайрӗ. Туянӑр, атьсем! Ҫакна эпӗ вӗсем кӗҫене-кӗҫене илни тӑрӑхах пӗлетӗп. Эпӗ ӑна: эсӗ мана, тӑванӑм, вӗлертӗн вӗт, тетӗп. — Тата тепӗр ыйту. Гарриспа Негоро папирус йывӑҫҫисен икӗ речӗ варрипе шӑнкӑртатса юхакан пӗчӗк юханшыв хӗрринчи пысӑк смоковницӑн тымарӗ ҫумне ларчӗҫ. Ҫав Дрягин ӗнтӗ хӑйӗн пӗтӗм ирӗк те тулли пурнӑҫӗпе чухӑн йӗкӗтӗн пиҫсе ҫитмен ӑспуҫӗнче пуянлӑх ҫинчен тӗмсӗлес шухӑш чӗртсе янӑ. Умрах, урам леш енче чалӑшраххӑн темиҫе пӗчӗк пӳрт курӑнать, урамра темиҫе чӑхӑ уткаласа ҫӳреҫҫӗ. — Ут, Шурочка, ут, — васкатрӗ вӑл арӑмне. — Ку, тур каҫартӑр та, ниҫта шӑнӑҫман япала. Тепӗр ҫичӗ кун хушши вӗсем ӑнӑҫлӑрах перевал шыраса сӑртсем тӑрӑх аташса ҫӳренӗ, кӗрсен каялла ниҫтан тухмалла мар хушӑксене ҫакланнӑ. лупашкасене кӗрсе кайнӑ, вӗсем умне тӗпсӗр авӑрсем тухса тӑнӑ, малалла каймалли вырӑнсене ҫӗр ишӗлсе анса хупланӑ. — Апла пулсан, кӑшт кӗрсе ӑшӑн, чей ӗҫӗпӗр, — тенӗ старик. Нумай пулмасть хумханнине пула, Давыдовӑн пӳрнисем кӗнекен вараланчӑк страницисене уҫа-уҫа пӑхнӑ чухне те кӑштах чӗтрерӗҫ. Ҫын сывпуллашмасӑр тухса каять, унтан тата нимен те ҫырмасть пулсан, мӗнле ҫар вӑрттӑнлӑхӗ пур-ха унта? Эпӗ пӗр витре шыв илсе пытӑм, вӑл шывне Сидоровӑн пуҫӗ ҫине, кӑкри ҫине яла хушрӗ те:— Мана ан йӗпет, — манӑн хӑнана каймалла, — терӗ. Унӑн сӑн-пичӗ вилнӗ ҫынӑнни пек кӑвакарса кайрӗ. Ҫав ӑшӑ тӗттӗмлӗхӗн тата вӗҫӗ те ҫук. Ҫав вӑхӑтрах пиратсем тупӑна пирӗн енне ҫавӑрчӗҫ, кӗпҫе патӗнче пробойникпе тӑракан Гэндса тӗллеме те питӗ аван. Тӑхлан ҫумӑр айӗнче ҫынсем, лашасем, купи-купипе тӑсӑлса выртнӑ. Петра вӑл ҫынсем — пекарь Мурзин, ури ыратакан купец тата кастарнӑ арҫын сӑнлӗ ҫын пулнӑ пек туйӑнчӗ. «Совет Арктикин» хаҫатӑн ҫак номерне туянтӑм та гостиницӑна таврӑнтӑм. Ҫапла ухмахланнӑшӑн сире халех, ҫак самантрах, пуҫӑрсенчен тытса шаккӑттӑм! Халӗ манӑн ҫав государствӑран мӗнле тухса кайни ҫинчен каласа кӑтартас пулать. Анчах ҫакна калама тытӑниччен малтан вулакана мана пӗтерес тесе ик уйӑх хушшинче мӗнле вӑрттӑн чее ӗҫсем туни ҫинчен каласа пӗлтерни вырӑнлӑ тесе шутлатӑп. Гленарванӑн пӗчӗк отрячӗ хӑйӗн ҫыннисен пурӑнӑҫне пӗр шухӑшсӑр хӑрушлӑхсен умне тӑратма тивӗҫлӗ мар. Курӑк тата вӑрманти нӳр шӑрши кӗрет. Вӑл хӑй пӑшалне ярса та тытрӗ. Яланах ҫапла тӑваҫҫӗ. Ҫын лашасем патне пычӗ, вӗсене ҫилхисенчен тытрӗ, — аслӑ Артамонов мӗн вӑй ҫитнӗ таран хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Эй, арӑма чӗн-ха! Тӳпене унчченхи пекех хура пӗлӗтсем хупласа тӑчӗҫ. Эсӗ мӗн — мана хамӑн авторитета пӗтӗмпех пӗтерттересшӗн-и? Ҫук, савнӑ Варюха-горюха, ку тельняшкӑ хӑй службин срокне пӗтерчӗ ӗнтӗ, ӑна Кудрияновнӑна, будкӑра урай ҫума парас пулать. Алат ҫинӗ хыҫҫӑн вӗсем Тоня пӳлӗмне кӗчӗҫ. Екатерина Михайловна ыйтнипе, Павел… … хӑйӗн хурлӑхлӑ пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ. Пӗррехинче, ирхи обход тунӑ чух, госпиталь шефӗ, — ӑна эпир Василий Васильевич тейӗпӗр, — виҫҫӗмӗш этажри пусма картлашки площадкинче юнашар ларакан икӗ койка патне пырса перӗнчӗ. Хуҫасем апатланма, ҫывӑрма хыпаланса хатӗрленнин тата апатланнин, чир-чӗрсен, ыйӑхӑн тухатса лартнӑ ҫаврашка ӑшӗнче пурӑнатчӗҫ; вӗсем ҫылӑхсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен сӑмахлатчӗҫ, унтан пит хӑратчӗҫ, вӗсем тырӑ пӗрчисем арман чулӗ тавра сиккеленсе тӑнӑ пек, вӑл кӗҫех лапчӑтса пӑрахӗ тесе, кӗтсе сиккелесе тӑратчӗҫ. Кӗҫнерникун каҫпа пыр-ха. Сирӗн-и? Хӑвӑрах тата мана вӗлеретӗр… Хуҫи этем пурнӑҫне сӑнаса тӗрӗслени. Аманнисене ҫыхмалли пӳлӗме тирпейлерӗҫ, моряксен ун чухнехи йӑлипе, борт хӗррисене парӑссемпе канатсен ҫыххисене хурса тухрӗҫ, — ку етресенчен мар пулин те, пульӑсенчен сыхлать. — Тырри ҫук. Кукушкинпа унӑн ирӗклӗ секретарӗ ӑна ҫакӑн пек пысӑк ҫӗнӗ хыпара — полк гварди ялавне илнине пӗлтерме маннӑ пулсан, вӗсен пуҫӗсенче урӑх шухӑшсем ытларах пулнӑ эппин! Пӑртак сыхланас пулсан та, ҫав хӑрушлӑхран пирӗн тармаллах пулать, анчах эпир кунта сыхланса ҫӳреме килсе ҫитмен ҫав. Азамат ӑна кӑлӑхах кунӑҫма йӑлӑнчӗ, куҫҫульне те тӑкрӗ, йӑпӑлтатса та пӑхрӗ, тупа та турӗ; юлашкинчен Казбич ӑна чӑтаймасӑр татса пӳлчӗ: — Кай кунтан, ӑссӑр ача! Манӑн директор патне кӗмелле, — мӑкӑртатрӗ именнӗ Воропаев, протезӗпе пукансен урисене ҫаклата-ҫаклата. Вӑл ҫак самантра хӑй ҫывӑрнӑшӑн, пулӑшусӑр ҫын пулнӑшӑн вӑтанчӗ; тен, сӑн-пичӗ те унӑн ухмахӑнни пекех пулӗ… Пӗр самантранах пуля тӗлӗнмелле юланут витӗр шӑтарса тухса кайнӑ пулӗччӗ ӗнтӗ. Унта «козаксем иртсе пыраҫҫӗ». Хута сюртук кӗсйине чиксе, пур тӳмисене те тӳмелесен, Воропонов Алексей, Мирон тухтӑр тата еврейсем хӗтӗртнипе пӗрисем — ним ӑнланмасӑр, теприсем — ятарласа, хӑйсем усӑ курасшӑн патшана хирӗҫ пыракан ҫынсем ҫине ӳпкелешме тытӑнчӗ; аслӑ Артамонов унӑн ӳпкелешӗвӗсене кӑмӑлласах итлерӗ, ун майлӑ пулса калаҫкаларӗ, тутисем кӑвакарса кайнӑ Воропонов Вера Попова ҫинчен хаяррӑн калаҫма тытӑнсан тин вӑл ҫирӗппӗн:— Вера Николаевна ку ӗҫе нихӑш енчен те хутшӑнман, — тесе хучӗ. — Эхер те эсир мана!.. — Есть!.. Сасартӑк, пӗрре ирхине, шухӑшласа пӑхӑр-ха, Арина — вӑл Арина ятлӑччӗ — ман пата кабинета шаккамасӑрах кӗрет те тӳрех урайне тӗршӗнсе ӳкет… Акӑлчан ҫепӗҫҫӗн ҫапла хушса хучӗ: — Паллах. Вӑл пуҫне ҫавӑрать, хӑй тӗлӗнчи юра шӑтарать те куҫӗсене уҫса пӑхать. Аллӑшар фут ҫӳллӗшне ҫитекен валсем тинӗс ҫилӗпеле йӑваланса каяҫҫӗ. Джон Мангльс ӗненмест, тӗпӗнче нимле тӗрек те пулмасан, хумсем ҫавӑн ҫӳллӗшне ҫитмелле мар пек туйӑнать ӑна. Вӑл хӑй Хӗвел ҫинче мӗн курнине пӗлтерсен, ӑна малтанах ӗненмен. Тепӗр кун, шӑп вун икӗ сехетре, тупӑкҫӑпа унӑн хӗрӗсем, ҫӗнӗрен илнӗ ҫуртӑн кӗҫен алӑкӗнчен тухса, пускил патне кайнӑ. Эпӗ ухмаха ернӗ пек чупса пытӑм, хам телее пула, чупнӑ чухне пӗр чалӑш тӑрӑш ватерпаса хам пӑрахса ятӑм е ӑнсӑртран ӳкертӗм пулас, ҫавӑ вара дворнике тата хама та пысӑк инкек пулассинчен хӑтарчӗ. Казбич ӳкрӗ те анчӗ, тинех куртӑмӑр акӑ: хӑй аллинче вӑл пӗркенчӗкпе чӗркенӗ хӗр-арӑма тытнӑ… Пӗр чарӑнми уласа тӑракан сас ҫутҫанталӑк хирелме чарӑнманни ҫинчен калать. — Ӑрӑскал! — татӑклӑн сас панӑ старик, хӑйпе ларакан ҫыннӑн сӑмахне тепӗр хут каласа, каланӑ та кулса янӑ. Тепӗр минутран вӑл, утлӑ ҫар салтакӗсен карабинне сулахай айккине хӗстерсе тытса, картиш урлӑ васкамасӑр утса иртрӗ те, ҫавӑн пекех васкамасӑр, лупас кӗтессинчен пӑрӑнса курӑнми пулчӗ. Хӗрарӑм, ҫемҫен кулса, ӑна аллине тӑсса пачӗ: — Эпир пӗр-пӗрне паллатпӑр. Ӑна кунта асаплантарса вӗлереҫҫӗ. — Ҫыхнӑччӗ, анчах халӑх салтрӗ, — хирӗҫ тавӑрчӗ сотскисенчен пӗри. — Мӗн? — Мана — савӑнӑҫлӑ, ҫавӑнпа вӑл. Унта пӗр вырӑн пулнӑ, ҫавӑнта вӑл ӑна ӗнтӗ икӗ хутчен тӗл пулнӑ. — Шуйттан кӑна пӗлет! — сасартӑк ура ҫине сиксе тӑрса, шӑртланса кайса, кӗҫ-вӗҫ куҫҫульне сирпӗтес пек кӑшкӑрса каланӑ Званцев. Вӑл алӑкран шаккарӗ, анчах Джемма шакканине хирӗҫ никам та чӗнекен пулмарӗ. Эсӗ хӑҫан шайкка пухса вӑрӑ-хурах ӗҫне пуҫласа яратӑн-ха? — Да, — пуҫларӗ Базаров: — этем вӑл тӗлӗнмелле чӗрчун. — Тӗрӗсне калатӑр-и? Мӗн тумалла? Катя куҫӗсене кӑшт ҫеҫ уҫса пӑхнӑ, амӑшӗ йӗрсе тӑнине курнӑ. Тоня ӑна пӑлтӑрта хуса ҫитнӗ, вӑл хулпуҫҫинчен тытса чӗтренекен сасӑпа:— Мӗншӗн пӑрахса кайрӑн? Вӑл пуҫсӑр юланут пулнӑ. Павел парикмахерски тӗлӗнче чарӑнчӗ те, кӗсъинче пӗр тенкӗ укҫа хыпаласа тупса, алӑка уҫса кӗчӗ. — Мана йӑлтах тӳррипе калӑр, — терӗ мана ырӑ ҫын, — кам эсир, ӑҫта каятӑр? Африка ҫыранӗ хӗррипе акӑлчансемпе французсен вӑрҫӑ карапӗсем татти-сыпписӗр ҫӳреҫҫӗ пулсан та, чура сутакансем Анголӑна Мозамбикран негр-чурасене унчченхи пекех турттарса тухаҫҫӗ. Сывлӑх кӳрет вӑл, — тет. — Акӑ мӗнле калаҫатӑн эсӗ, маншӑн пулсан вара пӗртте пустуй мар. Начальство калать, ҫук, тет иккен, апла-тӑк — ҫук! Ҫав вывескӑран мӗн те пулин ыррине кӗтмелли те ҫук. Лось мӑчлатман ҫутӑ куҫӗсене унран вӗҫертмесӗр итлет. Ман пуҫра ҫакӑн пек шухӑшсем вӗркесе тӑнӑ хушӑра профессор Лиденброк Арне Сакнуссема ырӑ сунса чысласа, ҫак тинӗс сӑмсахне «Сакнуссем сӑмсахӗ» тесе ят пачӗ. Карчӑк каллех столовӑя кӗчӗ те хальхинче вӑл вунпилӗк минут хушши унта тӑчӗ. Анчах та ҫак ҫул тӗлӗнмелле ырӑ ҫул пулчӗ. — Унашкал хура хӳреллӗ чакаксене тытса арестлемелле те тивӗҫлӗ ҫӗре ӑсатмалла. Ватӑ Том вара, урисем сӗре путса кӗнӗ пек, мӗнле тӑнӑ, ҫаплах хытса кайнӑ. Йытӑ суранӗ пекех типсе ларать. Вӑл пурпӗр кӑшкӑрашрӗ, шлепкине пылчӑк ҫине персе, ӑна лашине таптаттарчӗ; ҫакӑн хыҫҫӑн каллех урам тӑрӑх сиккипе вӗҫтерчӗ, унӑн шуралнӑ ҫӳҫӗ вӗлкӗшсе пырать. — Юлташсем, пирӗн хулана кайма юрамасть, пирӗн вырӑн кунта! Ку хутӗнче хӗҫпе хӑтланнӑ чухнехинчен ытларах тӗлӗнмелле пулчӗ. Эпӗ персе ярсан, темиҫе ҫӗр ҫын ҫӗр ҫине вилнӗ пекех персе анчӗҫ. Лаша виҫӗ е тӑватӑ хутчен кӗҫенсе ячӗ те, эпӗ вара ӑна хирӗҫ ҫын ответлессе кӗтсе тӑтӑм. Анчах эпӗ ӑна хирӗҫ лаша кӗҫеннинех илтрӗм, ку лаши вара хуллентерех те йӑвашшӑн кӗҫенсе ячӗ. Суя мӑнкӑмӑллӑхӗ унӑн таҫта кайса кӗчӗ. — Мӗ-ӗ-ӗн? Чӑн-чӑн тамӑк! Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн тӗп задача вӑл — чарӑнса тӑрса, нимӗҫ колоннисен ҫулне пӳлесси, вӗсене чарса тӑрасси. Мӗнпур чаҫсем, вӑл шутра хамӑр дивизин икӗ полкӗ те, леш енне каҫса кайиччен чарса тӑрасси. Унта канатӑн та, вӗренетӗн те, — ирӗкре пирӗн йышшисен ун валли вӑхӑт ҫук. Халӗ ӗнтӗ унпа пӗрле виҫӗ тарҫӑ ҫеҫ юлнӑ. — Анчах эпӗ сире хӑвӑрт ҫеҫ мар, хаклӑраха та сутасшӑн. Правленин кӑтрашка курӑкпа витӗннӗ картишӗ пушахчӗ, вите патӗнче ҫеҫ кӳршӗ чӑххисем тислӗк ҫинче юлхавлӑн чаваланатчӗҫ те сарай аслӑкӗ айӗнче темшӗн Трофим ят панӑ качака таки ват енне тайӑлнине пула тарӑн шухӑша кайса тӑратчӗ. (Драбант — поход вӑхӑтӗнче офицерсене паракан вестовой майлӑскер.) — Студентӑн мӗншӗн урӑх тум тӑхӑнмалла-ха? — ыйтрӑм эпӗ. Роберт сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ. Ача ӗнентерсех ҫыран тӑрӑхӗпе икӗ ҫын аллисене сулса чупса ҫӳренине куратӑп, виҫҫӗмӗшӗ ялав ҫӗклерӗ, тет. Ряса тӑхӑннӑ, мӑйне хӗрес ҫакнӑ шыҫмак ҫын вӗренекен ачасем ҫине сехӗрлентермелле пӑхса илчӗ. Ҫав кашни трубанӑн диаметрӗ ҫӗр фута яхӑн; вӗсем пирӗн ура айӗнчех хӑйсен хӑвӑл ҫӑварӗсене карса тӑраҫҫӗ, манӑн шалалла пӗшкӗнсе пӑхма та хӑватӑм ҫитеймерӗ. Унтан, урисене тенкел хӗррине вырнаҫтарса, чӗркуҫҫийӗсене ыталаса илнӗ, вӗсем ҫине янахне хунӑ. — Эсӗ ӑҫта пулнӑ капла? — ыйхи сирӗлеймен пуҫне кӑштах ҫӗклесе ыйтрӗ Давыдов. Ҫурҫӗре юратсах пӑрахнӑччӗ вӑл. Эпир пурте — темле сарӑхайнӑ, тӗссӗрччӗ; виҫҫӗшӗ пирӗн сифилиспа чирлӗччӗ, хӑшӗ кӑрчанкӑллӑччӗ, пӗри ревматизмпа кукӑрӑлса кӗнӗччӗ. Сан вырӑнта ку, ӗҫ ҫине, тен, эпӗ хам та ҫавӑн пекех пӑхнӑ пулӑттӑм. — Ку хӗрарӑмсене вара эсир паллӑ парса систерӗр, эпӗ халлӗхе вӗсене тӗкӗнмӗп. — Селкаш-и ку? — ачашшӑн мӑрӑлтатни илтӗнчӗ ҫӳлтен. Вӑл, вӑрӑм сюртукне тӑхӑнса, кӑкӑрӗ ҫине медальсем ҫакса, парадлӑн тумланнӑскер, юнашар пӳлӗм алӑкӗн янахӗсенчен тытса, саркаланса тӑнӑ. — Авланни, — тесе ӳкӗтлерӗ вӑл Паганеле, — хӑвӑн пурӑнӑҫра тепӗр хут «арпашса кайнипе» тӑвакан юлашки йӑнӑшу пулса тӑрӗ. Кунта ак пит тарӑн ҫырма, унта лексессӗн, тухаймӑн та. Эпӗ ун чух, тен, ӑнланса пӗтермеллех мар пурнӑҫпа пурӑнатӑп пулӗ, анчах шалти тарӑн, чӑтма ҫук хитре пурӑнӑҫ вӑл. «Ҫак йӗкехӳресемпе ҫӗленсене пула ниҫта выртса ҫывӑрма ҫук, — тет вӑл, — ҫитменнине, арман чулӗ те кравать ҫинчех; вырӑнӗ пулсан та ҫывӑрса каяймастӑн — мӗн кӑна тумаҫҫӗ пуль кунта; вӗҫӗм ҫапла, мӗншӗн тесен ку чӗрчунсем черетпе ҫывӑраҫҫӗ: ҫӗленсем ҫывӑрнӑ вӑхӑтра йӗкехӳресем «палуба» ҫинче; йӗкехӳресем ҫывӑрса кайсан, ҫӗленсем вахтӑра; вӗсенчен хӑшӗ те пулин кирек хӑҫан та ун аякӗ айӗнче, йӗркеллӗ вырнаҫса выртма памаҫҫӗ, теприсем ун тӑрӑх циркри пек сиккелеҫҫӗ; енчен вӑл урӑх вырӑн шырама тӑрсан, ӑна эрешменсем сырса илеҫҫӗ. Ача, хӑйӗн ҫапса ватнӑ, юнланса пӗтнӗ питне аллипе шӑлса, чӗтрекен тутипе мӑкӑртатать: — Ярӑр, нимех те мар… Егорушкӑн темшӗн Варламовпа графиня ҫинчен ҫеҫ, уйрӑмах графиня ҫинчен, шухӑшлас килчӗ. Мӗншӗн юлас мар халь сирӗн? Сирӗн сассӑра пӗлнӗ пекех туйӑнать мана… Ӑҫтан сиксе тухрӗ ҫакӑн пек ҫирӗп те сулӑмлӑ ят — ӑна никам та тавҫӑрса илеймест. — А-а-а, ҫук-и? — Мусье, тетӗп, мусье! — мур илесшӗ сана. — Ку вӑл питӗ лайӑх! — малалла тӑсрӗ сӑмахне кукамай, анчах сасси вара вӑл ҫакна пачах та лайӑх тесе шутламаннине уҫӑмлӑн ӗнентерчӗ, — арҫын ачасене мӗне те пулин вӗрентме тата чаплисен обществине хӑнӑхтарма тахҫанах кунта ямалла пулнӑ; мӗнех вӗренме пултарнӑ-ха вӗсем ялта?.. Отшельник пек пурӑнаканскер, ӗҫменскер, выляманскер, хӗрарӑмсене юратманскер… ӑх, чим-ха! Паллах ӗнтӗ, ҫакнашкал самантсенче кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗр ҫын сасси илтӗнсе кайсанах, унӑн кӑмӑл-туйӑмне сасартӑках пӑсма, ыраттарса ярасла кансӗрлеме пултарнӑ. Йӗкӗт хӗре питӗ юратнӑ иккен те, ун ыйтӑвӗпе килӗшнӗ, ӑна кайма ирӗк панӑ, лешӗ кайнӑ вара. Турӑ ҫырлахтӑрах! Калатчӗ: эпӗ хӗрлех пурӑнатӑп-ҫке, мӗнле иртӗхсе пурӑнмалла вӑл, тетчӗ. Ҫи-ха, ҫи! Ефим, ассӑн сывласа илнӗ те, чӗнме пӑрахнӑ. Вӑл, пуҫне ярса тытса, кӑшкӑрса янӑ: — Каланӑ сире, укҫа илсе килессе кӗтсе тӑратӑп тесе! Маша ун ури патне ыткӑнчӗ. Ҫак ҫырусӑр пуҫне Питер урӑх нимӗн те ҫырман — ҫыртарма пултарайман ӑна. Майор патагонеца курсассӑнах ӑна Гленарвана кӑтартрӗ. Гленарван Роберта ҫӑлнӑ ҫын патне чупрӗ. — Тепӗр тесен тата, эпӗ пӗлместӗп-ҫке, — тен, эсир куна ыйхӑ тӗлӗшпе тунӑ, хӑвӑр мӗн тунине хӑвӑр та ӑнланман. Наукӑпа искусствӑна хальхи пек вӗренме йывӑррине кашниех лайӑх ӑнланать. Ҫак хушӑрах, унӑн изобретенийӗ пулӑшнипе, ниме вӗренмен ӑссӑр ҫын та, укҫапа вӑй сахал пӗтернипех философи, политика, математика, поэзи, законсене вӗрентни тата турра кӗлтумалли ҫинчен кӗнекесем ҫырма пултарать. — Ну юрӗ. — Мӗншӗн тӗлӗнместӗн-ха, Гек? — Кама? Ҫапла, Николая! Вӑл хӑй патне йышлӑн пыракан ҫырусене малтанхи пекех пысӑк интереспа вуларӗ, вӗсене ответ пачӗ, — черетпе пӗрре Кукушкина, тепре Гвоздева каласа ҫыртарчӗ. Мӗн пӗчӗкренпех турӑ мана ӑнкару тата ӑнлану панӑ, ҫавӑнпа та эпӗ хӑшпӗрисем пек пулман, ирех, сан ҫулусенче чухнех, атте-аннене те, вӗрентекенӗмсене те тӑн-пуҫӑмпа тивӗҫтерсе лӑплану-киленӗҫ кӳнӗ. Вӗсен карти ҫывӑхӗнче пурӑнакан ҫын ыйӑхне те, канлӗхне те ҫухатӗ ҫав. Пани Попельская хӑйӗн ывӑлӗ ҫине тинкерчӗ. — Тӗрӗсмарлӑха, — терӗ Монтанелли, — нимӗнле уйрӑм сӑлтавсемпе те тӳрре кӑларма ҫук. Ахаль ҫынна вӑрттӑн ҫар сучӗ суд туни тӗрӗс те мар, законлӑ та мар. — Ах, ҫук, пач та кунра мар ӗҫӗ, пач та кунра мар. Ҫак самантра айлӑм ҫинчен тӗтре хӑпарчӗ, вара таркӑнсем хӑйсенчен пӗр виҫҫӗр фут аяларах урса кайнӑ дикарьсем кӗпӗрленсе тӑнине курчӗҫ. Манӑн пистолетсем персе ячӗҫ те иккӗшӗ те алӑран тухса ӳкрӗҫ. — Виҫмине, — тесе кӑшкӑрса ячӗ Маша, — турӑҫӑм! «Икӗ ҫул каялла, Киевра». Эленпа Мэри хӑйсен пӳлӗмӗнче, Айртон ларчӑк ҫинче, Ольбинет фургонри багажсемпе пӗрле вырнаҫрӗҫ. Музыкант хытӑ чӗреллӗ пике ҫинчен мансах кайрӗ кӑна мар, хӑй чӑнах та пурӑннине те туйми пулнӑччӗ, анчах сасартӑках шарт сиксе илчӗ те самантрах тӑрса ларчӗ. Вӑл лайӑх лаша, эпӗ ӑна Грознӑйра туянсаччӗ, чупасса та аван чупать. — Ҫук, — терӗ Володя. Вӑл вӑрӑм кунчаллӑ ҫирӗп атӑ, куртка, сӑран шӑлавар тӑхӑннӑ та сунарҫӑ пек курӑннӑ. — Разметнов ахӑлтатса кулса ярасран аран-аран тытӑнса юлчӗ. Эпӗ князь ҫине тӑранаймасӑр пӑхрӑм: ӑна пурте хисепленӗрен, вӑл эполетсем ҫакса янӑран, ӑна курсан кукамай хытӑ хӗпӗртенӗрен тата вӑл ҫеҫ кукамайран ним шикленмесӗр питӗ ирӗклӗн калаҫнӑран, ӑна ma cousine тесе чӗнме те хӑйнӑран эпӗ княҫа кукамайпа танах, тен, ытларах та хисеплекен пултӑм. Ман куҫ умӗнчех доктор хӑйӗн ҫине тапӑннӑ пирата сӑрт айккипе анаталла хуҫа кайрӗ. Эпӗ, вӑл пӗрре сулса пират аллинчи, пӑшала ҫапса ӳкернине, унтан кортик ҫивчӗшпе пичӗ урлӑ каснине куртӑм. Пират ҫурӑмӗ ҫине персе анчӗ. — Ҫӗнӗ хыпарсем пур-и, Марконе? Вӑл вӑраххӑн, кашни сӑмахне каласа яриччен хыпашласа пӑхнӑ пек калаҫрӗ. Старик — чӑн-чӑн вут чулӗ. «Унта мӗн тунине ҫуралнӑранпа та, тӗне кӗнӗренпе те курман». Тӑватӑ ҫул каярах хастар ҫулҫӳревҫӗн шӑпах Конго вӑрринче ӗнтӗ туземецсемпе вӑтӑр икӗ хут ҫапӑҫма тӳр килнӗ. Катькӑшӑн «аслӑ ҫыннӑмӑр» тени йӑмӑх хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ архиерей хыҫӗнчен халӑх кӗшӗлтетсе пыни пекрех туйӑннӑ. Лакей мана граф кабинетне кӳртрӗ те хӑй ман ҫинчен пӗлтерме кайрӗ. Давыдов вара ним те асӑрхамарӗ, ним те курмарӗ. Анчах та Елена чӑтса ирттерме пултарчӗ. Ҫак вӑл тивӗҫлӗ савӑнӑҫлӑ кӑмӑла малалла ярса ҫӗклентерет. Ҫынсене мӗнпе лӑплантарас-ха? Мӗнпур вӑй-хала тӳстермелли самант ҫитрӗ. Кӑнтӑрлахи хӗвел ӑшӑтнӑ кантӑк ҫине таҫтан пырса ларнӑ ыйхӑллӑ, тусанлӑ шӑна та — вӗсемшӗн тӗлӗнмелле япала. Машӑн чӗр куҫҫисем вӑйсӑрланчӗҫ. — Ҫук, ҫук! — терӗ те вӑл, унӑн пичӗ ҫав тери шухӑшлӑ та куляннӑ пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпа эпӗ хама ӗнтӗ темле пулсан та, ун аллине чуп тума сӑмах патӑм. Пӳлӗмри анчӑк пек мар, этем пек пӑхатӑр. Тӗрмене ҫаклансан, вӑл Диарбекир тӗрмине хупасран аран пӑрӑнса юлнӑ, тен, ҫакса та вӗлернӗ пулӗччӗҫ ӑна. Халлӗхе вӗсем ӑна ӑнланмаҫҫӗ-ха. Анчах вӗсем те пирӗнпе юнашар тӑрас, вӗсем ҫаратма та вӗлерме чӗнекен ялав айӗнче мар, пирӗн ирӗклӗх ялавӗ айне тӑрса утас вӑхӑт ҫывӑх ӗнтӗ. Ыйткалакансемшӗн — ҫӑмӑлтарах. Ҫак вӑхӑтра Бенедикт пичче патне Джекпа вылякан Бинго чупса пычӗ. Тӳррипе каласан, — терӗ хӗр пӗтӗм кӑмӑлӗнчен, — лаша хама кунта илсе килнӗшӗн ӳкӗнместӗп эпӗ. Аннӑна кӑмӑллакансем татах та пулнӑ, анчах Цветаевӑн ҫав кӑмӑл темле кӑткӑсрах пулнӑ. Ҫула май укҫа тӗрки илчӗ те, хӑйне таптаса лапчӑтасран хӑрамасӑр, укҫа тӗркине тӳрех лафет кустӑрмисем айне пӑрахрӗ. Ҫӳрекелесен-ҫӳрекелесен, Том ирӗксӗрех килелле сӗтӗрӗнсе кайрӗ, унӑн мӗскӗн пуҫӗнче фантазиллӗ шухӑшсем туллиех кӗпӗлтетрӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн марсиан темӗнле сигнал шӑхӑрса кӑларма пикенчӗ. Акулӑна кураймасӑр тӑракан матроссем кӑмӑллӑ пулсан та, вӗсен мӗн пӗлес тени пулмарӗ-ха. Чӑнах та ӗнтӗ, карапсем ҫинчи йӑлапа тытнӑ акулӑн хырӑмне ҫурса пӑхаҫҫӗ. — Ҫук ҫав, курма памаҫҫӗ, — терӗ вӑл малтанхи пекех вӗчӗленсе. Ҫавӑнтан вара ик-виҫӗ кун иртсен, хӑй шухӑшне вӑл тепӗр хут та ҫирӗплетрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ транспорт ҫине тата аяларах ҫывхарнӑ-мӗн — самолет ҫунаттипе ҫаклатса антенна татӑкне те татса киле илсе таврӑннӑ иккен, Ҫапах та транспортне путартӑм эпӗ — ку ӗнтӗ хам путарнӑ транспортсенчен чи малтанхиччӗ-ха, ҫавӑнпа та ун кӑтартӑвӗсем хӑйсен йӗркелӗхне ҫухатмарӗҫ пулин те, теорире кӑна усӑ кӳретчӗҫ. Наташа уесри пир-авӑр тӗртекен фабрикӑна учительницӑна кӗчӗ те, Ниловна ун патне вулама чарнӑ кӗнекесем, прокламацисем, хаҫатсем илсе пырса пама тытӑнчӗ. — Пуҫла, Давыдов! Ҫав кайӑксем тӗмескесен ӑшнелле тӑрса кӗнӗ чухне лирисемпе туратсене тивертрӗҫ те, аккордлӑ янтрав кӗвӗленсе тухассӑнах туйӑнчӗ. Егорушка халӗ масар ҫинчи чие йывӑҫҫисем айӗнче ҫывӑракан асламӑшне аса илчӗ; тупӑкра унӑн куҫӗсем ҫине пилӗк пуслӑ пӑхӑр укҫасем хунӑччӗ, кайран, хуллине хупса, тупӑкне шӑтӑка антарнӑччӗ; вӑл тупӑк хуппи ҫине кӗмсӗртетсе ӳкекен тӑпра сассине те манман-ха… Эпӗ халех таврӑнатӑп», — терӗ. Халь ӗнтӗ, Луиза, хӑвӑн пата кай та выртса ҫывӑр. Нивушлӗ эсӗ, ҫак каҫа, ҫак тӳпене тунӑскер, эпир пӗр-пӗрне юратнӑшӑн наказани парасшӑн? Вӑл хӑйне джентльмен пек пит йӗркеллӗ тытнӑ. — Ухтарӑр ӑна, ирсӗр кахалсем! Ыттисем ҫӳле, арча патне! — приказ пачӗ вӑл. Ыйтӑва тӳрех каланӑ. Хаклӑ мар, анчах илемлӗ лутра сӗтел-пукансем, урайӗнче Венски ковер — ӑна Перси коверӗ евӗрлӗ тунӑ, стенасем ҫинче акварельсем, анчах вӗсене темшӗн Польшӑпа Румыни художникӗсем ӳкернӗ, япӑхах мар, анчах Венӑна илсе килме вӗсем ҫав териех лайӑх та мар. Халь сӳтсе-явса хӑтланма вӑхӑт ҫук. Ман, тӑванӑм, ҫисессӗн — ҫыврасах пулать. — Ха, эппин каясшӑн эс! Ҫав ҫынсем ун умӗпе турӑшсем хушшинчен утса иртнӗ пек туйӑнчӗ, — вӗсем ҫав тери кӑмӑллӑн, пӗр-пӗринпе ҫывӑх, ҫав хушӑрах пӗччен пек курӑнчӗҫ. Мана ҫав стихсем питех те кӑмӑла карӗҫ, темшӗн офицера шел пек пулчӗ. — Ҫавна эсир пӗчӗк пулӑшу тетӗр-и? — Итлетӗп, — терӗ те, тачка ҫын тухса кайрӗ. Тӳсме ҫук ыратнине пӑхмасӑр, аманнӑ ҫын татах хӑй ҫулӗпе кайнӑ. Эпир вӗсене дворецсем туса параттӑмӑрччӗ, пире уншӑн ясновельможнӑй граф шӑп та шай ӗҫленӗ ҫӗрте выҫӑ вилесрен тытӑнса тӑмалӑх ҫеҫ парса тӑратчӗ, — тенӗ вӑл. Пӳлӗмре Корчагин, чемоданне урайне лартрӗ те, кровать ҫинче выртакан ҫутӑ ҫӳҫлӗ, илемле, чӗрӗ кӑвак куҫлӑ ҫын енне ҫаврӑнса тӑчӗ. Эпӗ сана мӗн хушнине никама та ан кала — аннӳне те, тӗнчере никама та. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫеҫенхирсем ӑшӑ тинӗс патне ҫитиех сарӑлса выртаҫҫӗ, ҫав ӑшӑ тинӗс ҫывӑхӗнче вара илемлӗ юрлакан Гамаюн пурӑнать, йывӑҫсем ҫинчен ҫулҫӑсем хӗлле те, кӗркунне те тӑкӑнмаҫҫӗ, кӗмӗл туратсем ҫинче ылттӑн панулмисем ҫитӗнеҫҫӗ, кашни ҫын тулӑх та тӗрӗслӗхре пурӑнать… — Эппин, ку чӑнах та хаклӑ япала-и? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Салху сӑн-питлӗ хӗрарӑм хӑй ӗмӗрӗ тӑршшӗнче кулленех ӗнтӗ пӗр сӑмаха темиҫе хут калама хӑнӑхса ҫитнӗ. Салтак ҫаплах чӗнмен. Эсӗ пачах ухмах-ҫке. Тен вӑл, хӑш-пӗр чухне, хӑйӗн ватӑлса ҫитнӗ амӑшне, тахҫанах вилсе выртнӑскере (ҫаплах кала эсӗ ӑна) аса илнӗ пулӗ. Анчах чи нумай вӑхӑта (ҫакна эсӗ мӗн пулсан та кала) Ганн урӑх ӗҫсем туса ирттернӗ. Серёжа шыв юхнине пӑхать те ӗнерхи кун ҫинчен шухӑшлама пӑрахаймасть. Пӗррехинче: лач! сурам та пӗтӗм комедие пӗтерсе хурам, тесе те шутларӑм. Мӗнле пакур пулнӑ-ха ҫакӑ? Саня пире ҫак музее (унпа Энск ҫыннисем те мухтанаҫҫӗ) кӑтартма пулнӑччӗ. Ҫапах та, хаклӑ вӑхӑта ирттерсе тӑма юрамасть. — Малалла калӑр, мистер Кольхаун, эпир малтан сирӗн сӑмаха итлесшӗн, хӑвӑрӑн выводсене эсир кайран каласа парӑр. Нихӑҫан та чаплӑ Гарсиа — «il gran Garcia» — хальхи тенорсем — «tenoracci» пек — хӑйне пӗчӗкке хурса фальцетпа юрламастчӗ! Яланах хӑйӗн мӗнпур сассипе, vосе di petto, si! Старик хӑйӗн жабине пӗчӗк типшӗм чӑмӑрӗпе хыттӑн шаккаса илчӗ. Хӗлле. — Калӑр, ҫак паллӑсене куртӑр-и эсир? Эпӗ хамӑн оруди расчетне те ҫак ӗҫпе интереслентерсе ятӑм. Оруди командирӗ те, ӑҫта та пулин ҫӗр каҫнӑ хыҫҫӑнах: «Терентий! Купене малтан хӗрарӑм кӗчӗ, ун хыҫӗнчен Корчагин. Мӗн тейӗн вара, вӑл чӑнласах Полярнӑйра служить тӑвать пулсан, эпӗ, хай, хамӑн тахҫанхи хаклӑ та ҫывӑх, савнӑ тусӑмпа ӗнтӗ виҫӗ уйӑх хушши ҫумма-ҫуммӑнах пурӑнатӑп пулсан?.. Пӗрисем хӑйсен ҫийӗнчи тумӗсемпе ҫеҫ тухнӑ, теприсем витӗнмеллисем тытнӑ, хуҫалӑхри тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа тӗрлӗрен ҫӗтӗк-ҫурӑка йӑтнӑ, хӑшӗсем тата пӗр кирлӗ мар япаласем ҫӗклесе пыракансем те пур. Аялта темӗне ҫӑмӑллӑн ҫапни илтӗнсен, эпӗ шкуна манӑн челнока шыв айне путарнине, халӗ мана «Испаньола» ҫинчен кайма нимӗнле май та ҫуккине ӑнланса илтӗм. Вӗсем сеттльментсене пыра-пыра тапӑннисем, хӑраман ҫын ятне илтме тӑрӑшакан ҫамрӑк маттурсем ашкӑнни ҫеҫ пулнӑ. Хама хорунжий тарҫисем кӗртсе ярсанах, эпӗ воевода килкартишне ахах сутма чупрӑм. Ҫамрӑксем вӗсенчен приговор ҫинчен, айӑпланакансем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен, кам сӑмах калани тата мӗн калани ҫинчен ыйтрӗҫ, — пур ыйтусенче те ҫынсем ҫав тери, чунтан пӗлесшӗн ҫунни палӑрса тӑчӗ, ҫавӑн пирки ыйтакансен кӑмӑлне тултарас килчӗ. — Ӑҫта та пулин манӑн та анне пур… — терӗ вӑл хуллен. Сывлама чарӑннӑ амфитеатр шӑплӑхӗнче вӑл тенкел ҫине лаштах ларчӗ, пуҫне аллисем ҫине ӳкерчӗ. Сулахай енче чӑнкӑ чулсем пӗр-пӗрин ҫине купаланса тӗмӗн пысӑкӑш тусем пулса тӑнӑ. Ҫак самантра Динго пуҫне ҫӗклерӗ те, хӑй хыҫҫӑн пыма чӗннӗ пек, чӑтӑмсӑррӑн сиккеле пуҫларӗ. Унтан сержант Монтанелли патне пычӗ. Шкулран та, баракран та ҫынсем чупа-чупа тухрӗҫ. Шепердсонсем хушшинче пӗр хӑравҫӑ та ҫук! — Хуть те мӗнле пулсан та хаваслансах илсе килетӗп, сирӗн валли те, Джемма валли те, — ответлерӗ Санин. Чӗре канӑҫсӑр тапать. Пӑрахут чӑлт шурӑ пулнӑ, унӑн кожухӗсене ҫеҫ ҫутӑрах хӗрлӗпе тата ураписене йӑмӑх-хӗрлӗпе сӑрланӑ. Вӑл сивӗ шыва, сӑмсипе ҫӑмӑллӑн кастарса, ҫырансем еннелле уйӑрса янӑ, бортсенчи ҫаврака чӳречесем тата рубка кантӑкӗсем, уявла тулли кӑмӑлпа кулса тӑнӑ пек, ҫуттӑн йӑлтӑртатнӑ. Михӗ тӑхӑнтарнӑ тимӗр шапа пекех… Базаров нимӗн те ответлемерӗ. Хаяр сӑмахсемпе вӑрҫнисӗр пуҫне тата хурланнисӗр пуҫне вӑл нихҫан та нимӗн те калаҫмарӗ. Пурте пӗлмесен те, чи лайӑххисем пӗлеҫҫӗ. — Ларӑр, чей ӗҫӗпӗр. Казаксем мухтанмалла тумланасси черкессенчен килет. — Тыткӑна илнисене? Тепрехинче вӑл малтанах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан пуҫне пӑрса ман питрен тинкерсе пӑхрӗ. Эпӗ вара ҫыран хӗррине кайма шут тытрӑм. — Ав мӗнле, халӗ ӗнтӗ эсӗ кандидат та, киле те килтӗн, — терӗ Николай Петрович Аркадие, пӗрре — хулпуҫҫинчен, тепре чӗркуҫҫинчен тыткаласа. Кам пӗтӗмӗшпех… пӗтӗмӗшпех… пӗтӗмӗшпех хӑй ӗҫне парӑннӑ — унӑн хуйхӑ сахал, вӑл нимшӗн те ответ тытмасть… — Эпӗ хамшӑн та тӑрӑшатӑп. Хамӑрах алӑ ҫитерсе пыраттӑмӑр. Малтан колхоз, унтан коммуна — харпӑрлӑх пӗтӗмпех пӗтет. Ҫывӑхри йывӑҫ тӑррисем, хӗрарӑм кӗпи арки чӑштӑртатнӑ евӗр, вӑхӑтран-вӑхӑта чӗлтӗртетсе илни Берсенев чӗринче кӑмӑллӑ та хӑрушӑ, кӑштах шиклентерекен туйӑма хускатать; унӑн пӗр сасӑ кӑлармасӑр утасси, пытанса, йӑпшӑнса пырасси килет. Сан патӑнта ҫӗр выртнӑ офицер вӑл — ют ҫын, шанчӑксӑр этем. Ялсенче чухӑнсен тӗреклӗ организацийӗсем ҫитӗнчӗҫ, комсомол организацисем вунӑ хут ӳсрӗҫ тата парти организацисем сарӑлчӗҫ. Туйӑмсемпе тулсах ларнӑ Ихошка ӗшенсех ҫитет те — Гусев ӑна чӗр куҫҫи ҫине лартать, пуҫӗнчен ачашлать, хӑлхи хыҫӗнчен хыҫкалать, пуп ҫинчен юмах ярса парать, — ӑна арӑмӗ ӗҫлевҫӗпе Педрилӑпа улталани ҫинчен тата ытти те. Чӗлпӗрне ярса, Озеров малалла пӑхрӗ, пӑхрӗ те тӗлӗнсех кайрӗ — кун пек анлӑ та ытарма ҫук илемлӗ ҫӗр талкӑшне вӑл, хальхи пек, ҫӳлӗ вырӑнтан пӗрре пӑхсах, нихҫан та курман. Кусем вӗсем пурте ирсӗр, йӗрӗнчӗк, унтан та ытларах — ниме те кирлӗ мар япаласем». Эсир нимӗн те курмастӑр-и? Вӗсен савӑнӑҫӗсем ҫуралнӑ темелле. Калӑпӑр, ӑна тӗрмене тытса хупаҫҫӗ, вӑл ӗҫме куркапа шыв йӑтать те, куркари шыв ӑшне чӑма парать, ӑна курса та юлаймастӑн. Корчагин нимӗн те чӗнмерӗ. Ку пит тирпейлех пулмарӗ те, анчах вӑл хӗрарӑм пӑрахса каясса ҫапах та кӗтет-ха. Вӗт хурӑнлӑх ӳссе ларнӑ тӗпекелле чупса тухсан, вӑл чарӑнса тӑрса сывлӑш ҫавӑрчӗ те чӗтренсе тӑракан тӗтӗмлӗ сывлӑш витӗр тӳрех ҫакна курчӗ: виҫҫӗмӗш рота участокӗ патӗнчен салтаксем пӗшкӗне-пӗшкӗне илсе, час-часах ӳккелесе, хир тӑрӑх сапаланса чупаҫҫӗ иккен. Унтан вӑл темӗнрен такӑнса ӳкнӗ — ку рота командирӗ пулнӑ (ӑна, малта, рота умӗнче пыраканскере амантнӑ пулнӑ, юнкера вӑл, француз пулӗ тесе, уринчен ярса тытнӑ-мӗн). Тосымҫым, ман ҫулсенче… — Вӑл юриех йӳҫенчӗклӗн те ӗмӗтне ҫухатнӑн кулса илчӗ. Эсир ӑна хӑвӑр вӑрланӑ, ҫавӑнпа сирӗн йышӑнас пулать, унсӑрӑн… Королӗн сывлӑшӗ пӳлӗнчӗ, унтан аран-аран хӑрӑлтатса:— Ҫитӗ… йышӑнатӑп! — терӗ. Ҫакна илтсен, эпӗ питӗ савӑнтӑм; манӑн пурнӑҫ самаях ҫӑмӑлланнӑн туйӑнчӗ. Алӑ-урасемпех ҫыхса хуни — вилӗм пекех вӑл. Кайран мӗн каланине асӑнмасан та юрать. — Пырать… аван-ха ку, тӑванӑм… ку — пи-итӗ аван! Фридриксон пирӗн алӑсене тытса чӑмӑртарӗ. Эпӗ мыскараҫӑ!.. Пур пӳлӗмсене те — чирлисем патне курма пыракансемпе тӗл пулмалли приёмнӑйсене те, вуламалли тата шавсӑр вӑйӑсем вылямалли пӳлӗмсене те, медицина персоналӗн пӳлӗмӗсемпе сывалаканнисем апатланакан столовӑйсене те — пурне те палатӑсем туса хунӑ. Тата ҫур миля кӑначчӗ — вара кимӗ тӗпсӗр шӑтӑка вӑркӑнатчӗ. Ун ҫумӗпе ишсе иртнӗ чух вӗсем ялавӗсене усӑнтараҫҫӗ, тупӑсем траурлӑ салют кӗрлеттереҫҫӗ, ян кайнӑ сасӑ аслати пек темӗнччен кӗрлесе тӑрать. Кимми — ҫирӗп… ытах та этем хӑйӗн айӗнче ҫав тӗксӗм тарӑнлӑха туйса илсен… нимӗнле кимӗ те ӑна ҫӑлас ҫук. — Ну, ухмах та эсӗ! Калаҫмӑп та эпӗ ҫав ҫимӗҫсем ҫинчен, мӗншӗн тесен, вӗсене ҫиесси хӑйсем ҫинчен калаҫассинчен ман кӑмӑла каярах парать. Кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ ҫак шухӑш Макҫӑма ҫав териех тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, малтанах вӑл йӑмӑкне нимӗн те калаймарӗ. Енчен хӑвӑн ҫылӑхупах аташрӑн пулсан, нимӗн тума та ҫук, мӗн курмаллине курасах пулать. Эпӗ! Вӑрман! — Вӑй-халӑм ҫук ман, — аран пӑшӑлтатса илчӗ Ярцев. Унпа пӗрлех, паллах ӗнтӗ, Ҫурҫӗрте тӳрем ҫул пирки те вӗсене ытла килӗшмест, кӑҫалхи ҫуркуннере вӗсем тата шансах тӑратчӗҫ-ха… Вӑл каласа пӗтереймерӗ те, эпӗ ӑнлантӑм ӗнтӗ. Ҫакӑн пек пулнинче, Аннушкӑна каланӑ ҫак темиҫе сӑмахра, унпа вӑл мӗнле сасӑпа калаҫнинче ӑнлантарса пама май ҫук хӗрӳллӗ юратупа ҫепӗҫлӗх палӑрчӗ. Ҫавӑн пек чулсемпе тусан пӗрчисем Ҫӗр атмосферине тӳрех пиншерӗн вӗҫсе кӗреҫҫӗ те ҫунса каяҫҫӗ. Хӗрача Женя ҫине пӑхса илчӗ те: — Эсӗ-и вӑл манпа выляканни? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ кӑштах Чарли Чаплин пек те иккен. Ҫылӑхӗ ман — отвечӗ те ман…» Ҫылӑх каҫарттарма пупа чӗнсе пычӗҫ, пупа та вӑл нимӗн те каламарӗ. Арҫынни пуҫне хӗрле цилиндр тӑхӑннӑ, унӑн ҫанҫурӑмӗ ҫури ҫарамас, пӗҫҫисем ҫинче темле тӗслӗ шерепесем, кӑкӑрӗ умӗнче куҫа шартарса яракан йӑмӑх шурӑ галстук. Пӗр сӑмахпа каласан, кайӑкла этеме хывнӑ начар пароди. Пирӗн командир ӑна сирӗн ирсӗр гильотинӑртан тарма пулӑшнине илтсен: «Ҫакӑншӑн пирӗн командира генерал чинӗ памалла: вӑл — чӑн-чӑн ҫын», терӗм. Эпӗ, мур шӑлса кайтӑр мана, пирӗн халӗ те хӗрессемпе святойсем пулнӑ пулсан, ӑна святой Людовик хӗресӗпе наградӑланӑ пулӑттӑм. Малтанах вӑл мана кӑмӑла каймарӗ. Халӗ мана ҫак пӗтӗм сцена фантази пек туйӑнать. Кирлӗ пулсан, эпир консилиум пухӑпӑр. Килтех иккен вӑл! — Хӑвӑртрах, ачсемӗр, хӑвӑртрах! — янӑраса кайнӑ унпа ҫумӑн хӑйӑлтатуллӑ кӑмӑлсӑр сас. — Хӗрарӑм ҫине эсӗ харпӑрлӑх ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑн. — Ӑҫта канан кунта? — тесе ыйтрӗ Паганель. Паян каятӑп. Назарпа, юлташпа. Ҫамрӑк та чечен чунӗ, чечеке ларса сарӑлма ҫеҫ пуҫланӑ чуна хӑвӑн ҫумна ҫывхартнинче ытармалла мар киленӳ пур ҫав! Эпир хӑрушлӑха хирӗҫ кайрӑмӑр, эпир хамӑр хӑрушлӑха хирӗҫ кайнине те пӗлсе тӑтӑмӑр, анчах та эпир хун пекех пуласса кӗтменччӗ. Чекари канӑҫсӑр ӗҫ Павелӑн ҫирӗпленсе ҫитеймен сывлӑхне хавшатма тытӑнать. Нагульнов ӑшӑнса, тутлӑмарланса кайнӑ шыва графинран тӳрех ӗҫет, графин анин хӗррисене шӑлӗсемпе шӑкӑртаттарать. Пӗтӗмпех ҫӗрсе каять! О-о, вӑл пурӑнма пӗлет, пирӗн Дрягин! Уйран мужиксем юланутсемпе, чавсисене хӑлхисем таранах ҫӗклентерсе сиккипе килеҫҫӗ, вӗсене хирӗҫ хӗрарӑмсем ӳлеҫҫӗ, ачасем чупаҫҫӗ. — Ҫук, чӑннипе калатӑп, — хӑвӑрттӑн хирӗҫлерӗ Катя. Тӑваттӑмӗш, улттӑмӗш, вунпӗрмӗш тата вунтӑваттӑмӗш дивизисем пӗрин хыҫҫӑн тепри Умань районне пырса тӑнӑ, вӗсем пирӗн фронт тылӗнче йӗркеленсе, ушкӑнланса пынӑ, татӑклӑ ҫапӑҫусем патне ҫывхарса, Махно бандисене ҫул ҫинчен сирпӗтсе пынӑ. — Атьӑр, ҫитменнине ҫитерер, — ҫапла калать те хӑйӗн кӗсйинчен ылтӑн тенкӗсем кӑларма тытӑнать. Каласа пӗтерме пар. — Кил хуҫи арӑмӗ, арчусен ҫӑра уҫҫисене тупса пар. Ку кам айӑпӗпе пулнине эпӗ халех пӗлетӗп, — кӗрлесе илчӗ Жухрайӑн юнавлӑ сасси трубкӑра. Йывӑҫсем хушшинче урса кайса ҫил улать, таврара мӗн пуррине пурне те хӑйпе пӗрле юрлаттарса шавлаттарать. Служба вӗсемшӗн — уҫҫи-хуппи ҫукла йӗрӗнчӗклӗх, хӑмӑт, пӑвса тӑракан тискер мӑйкӑч. Гарпина… ачасем… — Ку тӗлте Дубцов куҫне Михеич еннелле чалӑштарчӗ: — Эпир счетоводсемпе тиексем пулма вӗренмен, апла пулсан та — мӗн чӗркелени тӗп-тӗрӗс. Лось тутине ҫуласа илчӗ. Эпӗ «Св. Мария» экспедицийӗ енӗпе ӗҫленисем Татаринов капитанӑн чапне сарма пулӑшни ҫинчен каласшӑнччӗ ӗнтӗ вӑл, Николай Антоныч вара хӑй те ҫав хушаматлах пулнипе усӑ курнӑ иккен. Вылянӑ май, ӑна «статуя» пулма та тиврӗ, ҫавӑнпа хӗр пьедестал вырӑнне нӗрсӗр Нирмацкие ӳпне вырттарчӗ, пуҫӗпе кӑкӑра перӗнсе тӑма хушрӗ. Акӑ мана судья патне ертсе пычӗҫ. Унсӑр пурне тата корвет ҫинче те ун ятне Буабертлопа Ла-Вьевильсӗр никам та пӗлмен. Ҫӗҫҫи ҫинчен аса илсе, Андрей пиҫиххине хыпашлама тытӑннӑччӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне кӑкӑртан хытӑ чышнине, хӑй таҫта ыткӑнса кайнине туйрӗ. Егорушка чи кайри лав ҫинче выртать, ҫавӑнпа ӑна кунтан мӗнпур лав курӑнать. Турӑ ҫырлахтӑр. Мӗн пулчӗ сана паян? Акула вилсех вилмен-ха. Вӑл тӑрӑшшӗпе вунӑ фут. Йывӑрӑшӗпе ултҫӗр кӗрепенкене ҫитет. — Сана мӗн ӗҫ? Алӑ пурри тата пуртӑ пурри платнике ҫителӗксӗр, тата ун ҫав пӗренене, — урана мар, вартама пӗлмелле… Тепӗр чухне хаяр карчӑк кӑмака ҫинчен анать, пӳрт умӗнчен киле хураллакан йыттине: «Кил кунта, кил кунта, йыттӑм!» тесе йыхӑрса чӗнсе кӗртет те, йыттин ырхан ҫурӑмӗнчен турчкапа хӗнеме тытӑнать е, лупасайне кӗрсе тӑрса, Хорь калашле, пур иртен-ҫӳрене те «вӗрсе» ирттерсе ярать. Музыка шӑпланчӗ. — «Миххусене тараса ҫине йӑтса килсе хур эппин!» — тесе кӑна тӑнӑ вӑл. — Хӑрах аллипе каткаран тытса, Ерофей Кузьмич ура ҫине тӑчӗ. — Ӑна тавар ӑҫта илесси пурпӗрех, йӳнӗрех ҫеҫ илесчӗ, тавар таврашне вӑл чухламасть! Эсӗ мана итле. Эх, шуйттан илесшӗ, ҫавна мар ӗмӗтленнӗччӗ эпӗ, анчах мӗн тӑвас ӗнтӗ! — Тимошка? Бяла Черквара чухне, Бойчопа кӗске вӑхӑтлӑха ҫеҫ курнӑҫса калаҫкаланӑ хушӑра, Кандов хӑйне ӑшшӑн-ӑшшӑн пӑхни ҫинчен, ӑна ҫавӑнтах ҫуртран сивӗтсе ярасси ҫинчен Огнянова каласа кӑтартма вӑл асне те илмен. Аван! Халӗ, мастерскоя тултарса тӑракан эреш портретсемпе картинӑсене илсе тухнӑ хыҫҫӑн, вӑл унӑн ҫамрӑк чухне тунӑ картинисемпе пӗрле юри тенӗ пекех ҫиеле тухрӗ. Лешсем ӑна юлташла калаҫура оппозицирен уйӑрма тӑрӑшса пӑхрӗҫ. — Йӑлтах кала, ан хӑра! — Вӗсем ҫамрӑк качча Джеральда асӑнаҫҫӗ. Мана каллех тӗрмене кайса хупрӗҫ, унтанпа урах допроса чӗнмерӗҫ те. Пичке ӑшӗнче ҫуталчӗ. — Паллах ӗнтӗ, эсир примус мӗн иккенне пӗлетӗр. Джемма унпа юлташла калаҫни, вӑл хайне хӑй пысӑка хуманни тата питех те ырӑ кӑмӑллӑ пулни — ҫаксем пурте Мартинин телейлех мар пурнӑҫне ӑшӑтса ҫутатнӑ. Мартиние салху та кичем пулсан вӑл хӑйӗн ӗҫне пӗтерсен, яланах ҫакӑнта килнӗ, Джемма ҫӗленине е чей тултарнине пӑхса ним чӗнмесӗр ларнӑ. Марья Николаевна шухӑша кайрӗ те хӑйӗн сӗт пек шурӑ, пысӑк та пӗр пек шӑлӗсемпе веер аврине ҫыртма пуҫларӗ. Пӳлӗмӗ таса мар, темӗнле ӑпӑр-тапӑр та пур унта, стенисене чернилпа вараласа пӗтернӗ, унтах тӗрлӗ пӗлтерӳсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ: таркӑн негрсемпе сутса ямалли лашасем ҫинчен. Анчах Диккенспа Вальтер Скотт питех те ман кӑмӑла каятчӗҫ, ҫав авторсене эпӗ шутсӑр килленсе, пӗр кӗнекенех икшер-виҫшер хут вулаттӑм. Ҫивиттийӗ чалӑшнӑ, чӳречисем ванса пӗтнӗ, тӗпри пӗренисем те авӑнса ларнӑ унӑн. Ҫакӑнтан пуҫласа амӑшӗ хӑйӗн юратнӑ ывӑлне килте сайра курнӑ. Половцев алӑк патне хыпаланса чупса пычӗ, анчах унтан полковник господинӑн патмар та кӗрнеклӗ кучӑрӗ кӗчӗ. — Н-ну, Щуров патӗнче пултӑм!.. — тенӗ вӑл Маякина, сӗтел хушшине кӗрсе ларса. Пӗр сехет юхрӗ ҫак йӑпатсан та чарӑнас ҫук куҫҫуль, пӗр сехет! — Атя пӗрех хут чехардалла выляр, — терӗ мана атте. Вӑрӑм аллуна тӑсса чиркӳ умне ыйткалама кайса тӑмалла-и? Эпир пӗр тӗле пытаннӑччӗ те унта каҫхи вунӑ сехетчен лартӑмӑр, кайран майӗпен тапрантӑмӑр, хуларан кӑшт аяккарах кайсан, юханшыв варнелле асӑрханса ишрӗмӗр, хула курӑнми пулсан тин хунар ҫутрӑмӑр. Ҫакӑн пек пырать пирӗн вӑрҫӑ ӗҫӗ! Ҫакна ӗнтӗ Оренбург чиновникӗсем асӑрханулӑх тата ырӑ ӑспа тытса тӑракан оборонӑлла ҫапӑҫу теҫҫӗ! — Кам ҫинчен калатӑн ара эсӗ? Этем пек, педагог пек. Вӗсем кашниех виҫкӗтеслӗ шлепке тӑхӑннӑ, кашниннех ҫурӑмӗ хыҫӗнче темӗнле ҫивӗч япаласем курӑнаҫҫӗ — йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫсем пулас. Ҫыран хӗррине ҫавра ҫулпа ҫитесси малтан шутланӑ пекех хӑрушӑ мар. — Паҫӑр лере калаҫрӗҫ-ҫке-ха: пысӑк хуласенче хӗрсем теме те вӗренеҫҫӗ, сан умӑнта та анлӑ ҫул уҫӑлма пултарнӑ пулӗччӗ… Каласамччӗ, мандрагора ҫырлисем юратура пулӑшаҫҫӗ тени тӗрӗсех-ши? Артур хӑйне турӑ чӑтӑмлӑх ятӑр, хӑйӗн ҫиллине чарма вӑй патӑр тесе ахалех кӗлтунӑ, Христос чӑтӑмлӑхӗпе йӑвашлӑхӗ ҫинчен вӑл ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшланӑ. «Мӗнле пӗлместӗп-ха, — тетӗп ҫакна, — питӗ лайӑх пӗлетӗп эсӗ камне. Вӗсене ҫурчӗ те ӑшӑ кирлӗ, пӑхасса та лайӑх пӑхмалла. Ир-ирех Казонден анлӑ читокинче ҫын мӗнле хӗвӗшнине ҫырса кӑтартма та йывӑр. Каям-ха эпӗ ун патне. — Мӗн вара ку, чӑнах? — ачашшӑн сӑмах хушрӗ амӑшӗ. Рита, шӳт тунӑ май, кулса илчӗ те Павела ӑнлантарса пачӗ: — Манӑн пӗчӗк ҫеҫ хӗрача пур. Унӑн хуйхине ҫӑмӑллатас тесе, вӑл пӗр-икӗ сӑмах калани вырӑнлӑ пулӗ тесе шутларӗ: «Сирӗн ҫапла анекдот пулни мана та кӳрентерет. — Кукшина, Eudoxie, Евдоксия Кукшина. «Мӗн эсир, чӑнах, Иван Иванович, пӑшалшӑн, шуйттан пӗлет-и, мӗн парасшӑн тата, сысна, тетӗр!» Вӑл чӗркуҫленсе ларнӑ та ҫӗре чавсисемпе тата пысӑк кӑкӑрӗпе тӗренсе, пуҫне айккинелле пӑрса, пӗтӗм вӑйран, анчах усӑсӑр, кӑмрӑкланнӑ турпассем ҫине вӗрет. — Аннӳ сире чӗнме ячӗ, — пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ вӑл. — Эсир хуравпа час таврӑнманшӑн тарӑхать вӑл. — Мӗн тӑвасшӑнччӗ? Ҫакӑн пек палӑртусен тӗп шухӑшне тавҫӑрса илме йывӑр мар пуль сана. — Тӗлӗнмелле хитрескер! Апат хатӗр пулнӑ. «Сад… фонтан… — шухӑшлатӑп эпӗ. Автор императора вӑл вӑрҫакан вӑрҫӑсенче пулӑшма пулать. Старик Обердофер каласа кӑтартас мар пулсан, эпӗ нихӑҫан та Морис-мустангер ҫинчен шухӑшлас ҫукчӗ. Сывлӑшра пур ҫӗрте те тусанлӑ тӗтре явӑнать, горизонт хӑмӑр кӑвак тӗслӗ; анчах тӳпере пӗр пӗлӗт татки те ҫук. Хӗвеланӑҫӗнчен вӗрекен вӑйлӑ ҫил ҫулсем ҫинчи тата хирти тусана ҫавӑрттарса хӑпартать, садри ҫӳлӗ ҫӑкасемпе хурӑнсен тӑррисене авать, тӑкӑнакан сарӑ ҫулҫӑсене инҫете вӗҫтерет. Каласа ӗненмӗн. Ку кофе-и, Джемма? — Чим-ха, хӗрача, эпӗ вӗт чӑн-чӑннипех те пӗтӗмӗшпе астумастӑп. Эпир юнашар лартӑмӑр, анчах та вӑл часах сиксе тӑрса манӑн арча патне кайма тӑчӗ. Темиҫе самантлӑха вӑл темӗнле те шухӑшласа илчӗ. Анчах чӑрсӑр хӑюлӑх ҫитсе ҫапӑннипе вӑл пӳртелле ӳпӗнчӗ те, кобура ярса тытса, ун ӑшӗнчен хура тӗслӗ ҫӗнӗ револьвере кӑларса илсе пахчаналла сикрӗ. О, ҫаксем вӗсем пурте мӗн тери… Калама ҫук шӑрӑхчӗ, паллах ӗнтӗ, ҫак илӗртекен япалана курнӑ хыҫҫӑн ҫинчех пӑрӑнмаллаччӗ пирӗн. Сахал-и унта тӗлӗнмелли? Пӑван тепӗр еннелле пӑхса выртать, унӑн тӑнлавӗсем ҫинчи юн тымарӗсем хӑвӑрт та тикӗс мар тапни питех те лайӑх курӑнать. — Ой, мисс Луи, эсир тӗрӗссипех калатӑр-и? — тесе ыйтнӑ негритянка, хӑй пурне те пӗлесшӗн пулнине ним пытармасӑр. Хӑна килӗсенче ҫывӑрма хатӗрленнӗ пекех, Миките: — Кунтах ҫывӑрас пулать, — тенӗ те чӳлӗк салта пуҫланӑ. Ҫапах хӑйне пурнӑҫӑн судьи пек тыткалать — хӑюлӑх пур! — Миндал курал? — кӑшкӑрса ячӗ Веткин. — Ун пек таса хӗрарӑмсем арҫынна ҫавӑрса илме кӑна пӑхаҫҫӗ те ӗнтӗ, — терӗ Варвара. Вӑл сиснӗччӗ-ха: ку унӑн сасартӑк мар, халь ҫех мар, хӑҫан-тӑр чылай маларахах пуҫланнӑччӗ, сехӗрленӳ ун чунӗнче, ахӑртнех, пӗр-пӗр темле тытса ӗлкӗреймен самантран тапранса кайнӑ та майӗпен-майӗпен, ним палӑртмасӑр ӳссе-ӳссе пынӑ пулас. Ҫӗрле тухса кайнӑ вӑл, хӑш вӑхӑтрине никам та пӗлмест, венчете тӑма тарнӑ, пӗлетӗн-и, кампа венчете тӑрать, ҫамрӑк Гарни Шепердсонпа пулас — пурте ҫапла калаҫҫӗ. Маншӑн чи кирли пирки калаҫма вара, — хӑйӗн айӑпӗ, хӑй мана улталани пирки, — вӑл шутламарӗ те. Пырать йыта кӗтӳҫи Ермил, леш ҫын вилли ҫинче шап-шурӑ, кӑтра, илемлӗ ҫамрӑк така ҫӳренине курах каять. Шухӑшламанни ырӑ япала-ха вӑл. Килӗшместӗн пулсан, сывӑ юл, чунтан савнӑ ҫыннӑм. Вӑтӑралла ҫывхарнӑ, ҫирӗп сывлӑхлӑ хастар хӗрарӑм пӗчӗк караппа океанра ишессинчен пӗртте хӑрамарӗ. Авӑ мӗнле иккен! Эпӗ ҫапах та айӑплӑ мар. — Ман шутпа, вӑл кунта ҫук, Радка. Акӑ сире, Чезаре, урпа сахӑрӗпе сахӑр шывӗ сӗрнӗ улмасем. Ку ӗҫе лӑпкӑн, пӗлсе тӑвас пулать! Ҫӳхе куҫхаршийӗсене кӑшт ҫӗклентерсе вӑл ман ҫине пӑхатчӗ те, йывӑррӑн сывласа, эпӗ пӗлсе ҫитнӗ майлӑ сӑмсипе калатчӗ: — Ма-ха вара? Кӗнеки аванах ӗнтӗ тесе шутларӑм эпӗ: ҫав тери чаплӑ та хитре дама начаррисене вулас ҫук ӗнтӗ! Пирӗн умра юлакан пин те пилӗкҫӗр фут тӑрӑшшӗ ҫула хӑпарса ҫитме тата пилӗк сехете яхӑн ирттермелле пулчӗ. — Асӑнтарасшӑн мар. Кирлӗ мар. Анчах, эпӗ тархасланине илтсен, вӑл мана кӗтнӗ пекех чарӑнса тӑчӗ. Кӑштах шурса кайнӑ пек те… — Ӑҫтан тупса парас-ха ӗнтӗ ман, — терӗ банк тытаканни, — сӗтел ҫинче укҫа ҫук пулсан? — Ахаль куҫпах та курӑнать, — терӗ моряк: — колоннӑпах килеҫҫӗ ҫав. Павӑл хамӑра хирӗҫ ҫуртри горничнӑйпа хӑй туслашни ҫинчен ҫӗрле мана каласа парсан, эпӗ унтан кӗвӗҫеттӗм. Нихӑшӗн ҫинчен те нихҫан та илтмен. Соломон патша ҫинчен ҫеҫ пӗлетӗп тата картсем ҫинче корольсене курнӑ — вӗсем те патша шутланаҫҫӗ пулсан. Пӑхӑр-ха эсир ман ҫине, — терӗ каллех хӑй тӗллӗн калаҫса тӑракан чиперкке мухтанчӑк, — мӗнле сӑпайлӑн утса тухатӑн; ҫийӗмри кӗпене хӗрлӗ пурҫӑнпа тӗрленӗ! Тӗнче ӗҫӗсене ӗҫлесе тӑма, эсӗ пултараймастӑн пулмалла, што ли… Ҫак хушӑрах король вӑл хӑйӗн халӑхне шеллесе хӗрхенни ҫинчен каласа парать, анчах ҫак хушӑрах вӑл утравӑн алмазлӑ тӗпӗ ҫӗр питне пырса ҫапӑннипе ҫӗмӗрлесрен сехӗрленсе тӑрать. Эпӗ вӗт, Олеся, ҫак япала пӗтӗмпех кукамунтан тухнине пач та тавҫӑрман… Малтан кама мӗн кирлине ҫырса тухрӗҫ. Вара ҫакӑ курӑнчӗ: правлени пурне те мӗн кирлине тивӗҫтерсе пама вӑй ҫитереймест иккен. Аэлита, пурӑнакан мӗн пурри, — салӑпа, ӳт аскӑнлӑхӗпе тулсах ларнӑскер, — чӑннипех те пӗтмеллине лӑпкӑн пӑхса-тӗмсӗлсе сӑнани ҫеҫ, санӑн чӗмӳ, пулса-ҫӗкленсе ҫитнӗскер, пурнӑҫӑн мӗскӗн сӑнавлӑхӗнче урӑх пулма килӗшменскер, ӑнунтан-ӑсунтан тухса ирӗкленни кӑна — пӗтет те… Акӑ — телей. Сивӗ хуйхӑ. Кам ылханман-ши станца пуҫлӑхӗсене, кам вӗсемпе ятлаҫман-ши? Маориецсен плащне пӗркеннӗ Паганель пуринчен те уйрӑм пӗр-пӗччен пырать, вӑл тарӑн шухӑша кайса никама та пӗр сӑмах чӗнмест. Вӑл кушак патне пырса, ӑна хӑйӗн ҫавра сӑмсипе кӑшт хырӑм айӗнчен тӗртсе илсе тата хурпа темӗн ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн, унӑн хускалӑвӗсенче, сассинче тата пӗчӗк хӳри чӗтренинче вӑл ҫав тери кӑмӑллӑ пулни курӑннӑ. Вӑл сводкӑра бандитсем хӑйсен диверси ӗҫне сарса яма пултарайманни ҫинчен каланӑ: хӗрлӗ кавалери кая юлмасӑр хыҫранах йӗрлесе пынӑ пирки, бандӑн васкасах чикӗ урлӑ каҫса каймалла пулчӗ, тесе пӗлтернӗ. — Инкек курмалла ан пултӑрччӗ! Икӗ пӳлӗмӗ те пушах, шалтан табак шӑрши кӗрет, кравачӗсене витмен те, япалисем кунта арҫынсем пурӑннӑ пек арӑш-пирӗш сапаланса выртаҫҫӗ, ҫапах икӗ пӳлӗмӗнче, хуҫисем алӑкне юри уҫса хӑварнӑ пек, темле тараватлӑх пур. Анчах ҫамрӑк чухне чфесем пиҫӗ пулаҫҫӗ, кирек епле пӑчӑртасан та, вӗсем часах тӳрленсе лараҫҫӗ. Тен, кам иккенне эпӗ хам та пӗлместӗп? Ун патне пулӑшу та ҫитме пултарнӑ вӗт. Аялти кӗпе вӗҫҫӗн, ҫара уран, мӑн сухаллӑскер, пичӗ ҫине тӳрӗ ӳкекен уйӑх ҫутине пула шап-шурӑ курӑнаканскер, вӑл Сергее хаярланса кайнӑ тискер кайӑк евӗрлӗ туйӑнчӗ. — Вӑл пире ҫуркунне хур чӗпписем… кӑларса парать!.. — Эпӗ ҫамрӑксен окуржком секретарӗ, е, Дубава калашле, «аппаратчик», — Павел кулса ячӗ. Левко вара хуллен чӳрече патӗнчен кайрӗ те, ҫурт ҫине пӑхрӗ: чӳречесен тӗксӗм хупписем уҫӑ тӑраҫҫӗ; уйӑх ҫутинче кантӑксем йӑлкӑшаҫҫӗ. Черетре тӑрассине тепӗр майлӑ «вӗрентен тытса тӑрасси» теҫҫӗ, мӗншӗн тесен черетре тӑракансем вӑрӑм вӗрентен тытӑнса умлӑн-хыҫлӑн тӑраҫҫӗ. Ача каллех ҫухӑрса ячӗ. Аллинчи тутӑрне вӗлкӗштерсе, пушмакне пӗр хӗрхенмесӗр урипе темӗнле те ҫавӑркаласа та пӑркаласа тем те пӗр тӑва-тӑва кӑтартать, хӑй хыҫҫӑн туртӑнакан вӑйӑ картине тӗлӗнсе каймалла пӑркалантарать: вӑйӑри ҫынсем пӗрре ҫурма ункӑ туса ҫаврӑнаҫҫӗ, тепре, ҫывӑрма выртнӑ ҫӗлен пек, ҫӑмхаланса пуҫтарӑнаҫҫӗ, е каялла саланса тӑрса тухаҫҫӗ, е тата мӗнле те пулин ӑс-пуҫ ҫавӑрса илмелле мар фигурӑсем тӑваҫҫӗ. Досчаник сӑмсинче, урисене саркаласа, аллине пакур тытса Панковӑн тарҫи Кукушкин, — ҫӗтӗк сӑхман тӑхӑннӑ, пиҫиххи вырӑнне кантра ҫыхнӑ, лутӑрканса пӗтнӗ пуп шлепки тӑхӑннӑ сапаланчӑк мужик тӑрать, унӑн питне кӑвакартса тӑрмаласа пӗтернӗ. Кӗсре мана пысӑк чашӑкпа сӗт пачӗ, эпӗ ӑна тӑраничченех ӗҫрӗм, ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ хама авантарах туйма пуҫларӑм. Ӑнран кайрӗ-ши вӑл? Рабочисен поселокӗнче шӑв-шав пӑшӑрхануллӑрах; каҫсерен унта ҫынсем кашкӑрсем пек ӳленӗн, вараланса пӗтнӗ хӑйӑр та хаяррӑн мӑкӑртатнӑн туйӑнать. «Ӗҫсем начар пирӗн, — тесе шухӑшласа илтӗм, — пытанас пулать, унсӑрӑн Давыдова вӗлерсе пӑрахӗҫ те ман патӑма та ҫитӗҫ, вара Давыдова вӗлерни ҫинчен кам следователь пулӗ-ха?» — терӗм. Колонири пурнӑҫ Мӗн пулнӑ-ха вӑл вӑхӑтра ҫав Боровина тени? «Qui vive?» — sagte er zum zweiten Mal, эпӗ чӗнместӗп. Эпӗ ҫыран хӗрринчен икӗ ҫӗр ярдра ларакан чуллӑ сӑрт ҫине хӑпарса ҫак тӗлӗнмелле пысӑк япала ҫӗр ҫине тӳп-тӳрӗ аннине асӑрхарӑм. — Ҫук, хам пирки малтанах калам, эпӗ хамран ӑслӑрах ҫынсене тӗл пулнӑ, — терӗ Нехлюдов. — Ун куҫӗсенче вара вут чулӗнни пек хӗмсем пӗр вӑхӑтлӑха сӳнсе ларчӗҫ. — Калас-с-амӑр, тар-рхасшӑн! — ҫинҫен юрлаттарса ячӗ Слива. Ҫырансенчи рифсем ҫывӑхнелле те Билль Галлей ӳсӗрпех пырсан, эпӗ ахаль тӑма пултараймастӑп. Умра кам та пулин пуррипе ҫуккине пӗлме мала лазутчиксемпе рассыльнӑйсем янӑ. Питех те хӗрсе калакан Айртон хӑйӗн сӑмахне пӗтерсен, каллех хӑйне нимӗн те пулман пек тытрӗ. Ун ҫинче шинельпе витӗннӗ темӗнле, шупкарах хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын ҫывӑрать. — Кушак ӗнелле калаҫать-и, е ӗне — кушакла? — Ара, мӗншӗн-ха вӑл свинка ятлӑ? Нестеренко пичӗпе вӑрман еннелле, ҫурӑмӗпе ҫул еннелле тӑрса, пуҫне пӗшкӗртсе, аллисене пичӗ патне тытса пирус чӗртнӗ; унӑн сарӑ сӑран сурӑмне хӗвел ҫутатнӑ та, ҫурӑмӗ тимӗртен тунӑ пек курӑннӑ. — Сывлӑх сунатӑп, Марко бай! — Задека вӑл, Марко шӑллӑм, ыттисем пек мар, — хӗрсех хӑй сӑмахӗ ҫине тӑчӗ Мичо. Халӗ ӗнтӗ, ҫак тӗнчене калла таврӑнма сӗннине йышӑнман пирки, кунта ларма ӑна кичем те килӗшӳсӗр пек туйӑнчӗ. Хӗвел аннӑ вӑхӑтра, халӑх кӗлечӗ умӗнче, хутортан кӑларса янӑ хӑйӗн тусӗн, Тимофей Рваныйӑн хут купӑсне каласа ларать, анчах садсене, лапамсене тӗксӗм-кӑвак тӗс ҫапсанах, ҫынсен шӑв-шавӗпе выльӑх-чӗрлӗх макӑрни-мӗкӗрни шӑпланса ҫитсенех, вӑл тӑкӑрлӑкпа васкамасӑр Фектюша картишӗ еннелле утать, ҫав вӑхӑтра вара пӗр-пӗринпе салхуллӑн пӑшӑлтатса ларакан тирек тӑррисем ҫийӗн, шӑпланса ларнӑ хутор ҫийӗн, Дымок пекех пӗччен, ун пекех ҫап-ҫавра сӑн-питлӗ уйӑх шӑвӑнса иртет. «Эпӗ суд хыҫҫӑн тӳрех ун патне килтӗм, хуйхӑ илсе килчӗ», тейӗп… Халь ӗнтӗ вӑл плащне тӗпчесе пӑхма пуҫланӑ. Ҫак минутра Озеров капитан тин ҫеҫ юнашар батальонти тупӑсем ҫинчен шухӑшласа илчӗ. Ку калавран мӗн кирлине ӑнланса илеймен капитан ӑна-кӑна чухлайманскер пулнӑ. Катя вӗсен ҫумӗнче алӑк ҫине тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Нагульнов кӗске кӗрӗкӗн кӗсйинчи наганӑн сивӗ аврине хыпашласа тупрӗ. Тепӗр чухне ҫакӑн чухлӗ укҫа Егорушкӑна чӑтма ҫук хытӑ тӗлӗнтернӗ пулӗччӗ, вӑл унпа мӗн чухлӗ шушкӑ, канфет-премӗк туянма май пурри ҫинчен шухӑшланӑ пулӗччӗ; халӗ вара вӑл ун ҫине ним пӑлханмасӑр пӑхрӗ, укҫа ҫыххисенчен ҫӗрнӗ панулмипе краҫҫын шӑрши кӗнине туйрӗ. Унтан прокурор, хулпуҫҫисене хутлаткаласа, йӳҫҫентерех кулса, каллех майӗпе пӑшӑлтатма пуҫлани илтӗнчӗ. Эсӗ пур, хӑвна мӗне вӗрентнине манасшӑн мар тӑрӑшатӑн, унта, пӑхатӑн та, — ку пӗтӗмпех суя иккен, йӗркеллӗ ҫынсем ун пек пули-пулмипе текех ӗҫлемеҫҫӗ, сана кая тӑрса юлнӑ калпак, теҫҫӗ. Мухтав турра! — терӗ. Кӑшт тӑхтасан, вӑл Аркашка Менок кил картине ҫитсе те тӑчӗ, миххе салтма пуҫларӗ. — Итле-ха, мужичок, эсӗ кунти ҫӗршыва пӗлетӗн-и? Вӗсем чӑн та хамӑр куҫа курӑннӑ пек вӗтӗ-ши? — Ну, мӗн чухлатӑр эсир! — терӗ татах Сломан, пуҫне сулласа илсе. Иҫӗм пахчинчи чухӑн хӗрпе аслӑ патша юратӑвӗ вара нихӑҫан та иртсе каймасть, манӑҫмасть те, мӗншӗн тесен юрату, вилӗм пекех, ҫирӗп, мӗншӗн тесен юратакан кашни хӗрарӑмах — майра-патша, мӗншӗн тесен юрату — ытарайми хӳхӗм! — Ӑсли чӑнах та ӑслӑ ӗнтӗ! Курмарӗ… Мӗн турӗ вӑл! — Харлаттарса ҫывӑран арӑмӗпе юнашар выртакан Майданников, тӗттӗм суккӑрлатнине пула нимӗн те курман куҫӗсемпе маччаналла тинкерсе пӑхнӑ май, шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшлать. Эсӗ пӗлетӗн-и, Лена, эпӗ Сталин патӗнче пултӑм… Алӑ пуснӑ.» Тепӗр вунӑ минутран хулан сас-чӗвӗсӗр урамӗсем тӑрӑх, хӑйӗн хунар куҫӗсемпе ялтӑртаттарса, мотоциклет вӗҫтерсе иртсе кайрӗ. — Ан чӑрман. — Нумай тӳлемелле-и сан ӑна? — ыйтрӗ вӑл, шӑлнӗ ҫине куҫ айӗн пӑхса. — Пикеҫӗм, эпӗ хам та учительте ӗҫлесе курнӑ ҫын, паҫӑр сире мӗнле йывӑр килнине пит лайӑх ӑнлантӑм. Ӳсӗр козаксем те, тӑнне ҫухатнӑ козаксем те пӗр тӑруках пуҫтарӑнчӗҫ. — Паян сирӗн пӗви татӑлсах кайнӑ. Гусев кимме ангар хапхи патне сӗтӗрсе ҫитерчӗ. Ҫӑра уҫҫине Ихӑна пачӗ. Доктор каланӑ тӑрӑх Джонни гриппа чирленӗ иккен. Ирсӗррӗн йӑл кулса илсе, вӑл хӑйӗн салтакӗсене ҫапла ӑнлантарса пачӗ: — Oh, ich verstehe! Эпир санпа пурин ҫинчен те кирлӗ пек калаҫӑпӑр. Унӑн уттинче, сӑмахӗсенче, кӑшт янӑравсӑртарах пулсан та, хаваслӑ сассинче, пӗтӗм тӳрӗ кӗлеткинче чунӗ савӑк пулни палӑрать, кӑмӑлӗнче савӑнӑҫлӑ хӑюлӑх вылять. — Сӑмса ҫухалма пултарайман, ку тӗлӗкре пулас е ахаль ҫавӑн пек курӑнать; тен, эпӗ йӑнӑшпа хырӑннӑ хыҫҫӑн хам янаха сӑтӑракан эрехе шыв вырӑнне ӗҫрӗм пулӗ; Пирвайхи кунӗсенче мана вӗсем хушшинче йывӑрччӗ, анчах Уҫӑп часах ҫавна сисрӗ те, куҫа-куҫӑн мана каларӗ: — Акӑ мӗн, ача, эсӗ питех мӑнкӑмӑлланса ан ҫӳре, вӑл ниме те кирлӗ мар-ӑнлантӑн-и? Петькӑн кинжалне те кивӗ ата хунчинчен тунӑ йӗнни-мӗнӗпех икӗ татӑк студеньпе улӑштарса ҫирӗмӗр. — Пӗчӗк улпут та пирӗнпе пырать-ҫке! — терӗ те вӑл, вӑтаннӑ пек, сӑмсине ҫаннипе хупларӗ. Пурте йӗркеллӗ, эпӗ никама та пӗлтерместӗп». Чӳречесенче ҫутӑ курӑнмасть, хунарсем те сӳнсе ларнӑ. — Юрату мӗнле? — ыйтрӗ Шубин. Эсӗ мӗн курни-илтни — санӑн хӑвӑн фантази ҫеҫ вӑл. Санина ҫак сӑмахсенчен вырӑнсӑр сӑмах тупса калама йывӑр пулнӑ… куна вӑл хӑй те ӑнланнӑ. Эпӗ, паллах ӗнтӗ, ҫавӑрӑнтӑм та вӗҫтертӗм. Вот вара сан патна чупса килтӗм. Вӑл тӑлӑп хӗррине Миките айнелле чиксе янӑ, урисемпе аркине пусса лартнӑ та ҫапла пуҫне ҫуна пуҫӗнчи хуп ҫумне тӗксе ӳппӗн выртнӑ. — Эпӗ ӑна-кӑна ӑнланмастӑп. — Роялист та мар, республиканец та мар-и? Ҫывӑхарах пырса хам йӑнӑшнине пӗлсен, вӑл мӗн иккенне пӗлме шлюпка ятӑм. Матроссем хӑранипе каялла таврӑнчӗҫ, ишсе ҫӳрекен ҫурт куртӑмӑр, тесе тупа туса ӗнентерчӗҫ, — терӗ капитан. Вӑл мана Грильдриг тесе ят пачӗ. Мана вара пурте ҫапла чӗне пуҫларӗҫ. Мӗн тӑвас ман сирӗнпе! Вӑл санпа пӗрле пыма сӑмах татрӗ те, вара эпӗ экспедици ӗҫне пӗтерсе хутӑм. Туземецсен капӑрлӑхӗ ҫӳҫ-пуҫа хитрелетнинче ҫеҫ мар. Пӗтӗмпех йӳтесе кайнӑ вӗт-ха вӑл! Апла пулсан, эпӗ, паллах, каҫару ыйтатӑп, анчах та колхоза унӑн ятне парассишӗн эпӗ ҫирӗп тӑратӑп. — Мӗнле-ха тата? Проблемӑна ҫакӑн пек хастарлӑхпа татса парас тӗлӗшрен эпӗ лӑпланма та пултаратӑп. — Акӑ Прокофьич, — пуҫларӗ Николай Петрович, — юлашкинчен вӑл килчӗ-килчех пирӗн пата… Унтан унӑн темскер кӑмӑлӗ пӑтраннӑ пек пулчӗ, вӑл вара: «Шӑшисене юратмастӑп», терӗ. Хыпаланӑр. Поляк тӑм илнӗ хӑлхине йӑвалама чарӑнчӗ те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: час-часах вахмистр е тата пан поручик, утлӑ разъезда ертсе, чикӗри постсене тӗрӗслесе ҫӳренӗ чух кӗтмен ҫӗртен сасартӑк тӗме хыҫӗнчен йӑлт сиксе тухать. Анчах сасартӑк, ту хушшинчен тухнӑ чух, пӗр пӗчӗк ҫырмаран улӑхнӑ ҫӗрте, ҫаврӑнма чӑнкӑ тӗлте, вӑл ҫӗре персе ӳкрӗ. — Ҫӑмӑл ӗҫ-и вара! Эпӗ пӗтӗмпех тӗнчери революцишӗн ҫивӗчленнӗ ҫын. Купецсем чӗнмен, вӗсем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑран тачӑ хӗсӗннӗ. Эпӗ ҫенӗхе чупса ҫитиччен вунӑ хут ачху тума, пилӗк хут шӑнкарса пӑрахма ӗлкӗретӗп. Винограда, лимонсене, инжире те ҫурҫӗрелле куҫарас пулать. Темле тутлӑран та тутлӑ шӑршӑ кӗрсе кайрӗ тата. Пиллӗкмӗшӗ картлашкасем ҫинче пуҫӗпе — аялалла. Йӗри-тавра пурте хуллен чӗтренет, кӗрлет, каютӑн тимӗр стени хыҫӗнче пароход урапи шывра чӑмпӑлтатса хыттӑн шампӑртатать, иллюминатор ҫумӗпе шыв анлӑн юхса выртать, инҫетре улӑхлӑ ҫыран хӗрри курӑнать, йывӑҫсем палӑркалаҫҫӗ. Ҫӗр питӗнче — 50 миллиард гектар. Ҫӗр ҫийӗпе чикекен юр вӗҫме тытӑнчӗ. Теприсем тата аялта, ҫӗр айӗнче, нӳрлӗхре те сивӗре пурнаҫҫӗ; хӑйсен пӳлӗмӗсенче ҫулталӑкӗпе хӗвел курманни те пур. Вӑл куккӑш хӗрӗн кӗмӗл пек янӑракан хитре сассине илтнӗ. Эпӗ малалла, карлӑк айне шуса антӑм, анне ҫутӑ вырӑнтах тӑрса юлчӗ. Кабинет алӑкӗ хӑвӑрт уҫӑлчӗ те, унтан ҫӳлӗ, типшӗм, хура ҫӳҫлӗ ҫын тухрӗ, — Алексей ӑна тӳрех фотографисем тӑрӑх палласа илчӗ. Чӗри ытла ҫемҫелнине пула ун куҫне куҫҫуль карса илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иохим ӑна тӑрӑшсах ҫӗҫӗпе тикӗсленӗ, кантӑкпа якатнӑ, пустав татӑкӗпе сӑтӑрнӑ. Манӑн вилес килет. Пӗтмӗш пӗрре. Савӑннипе эпӗ пӗтӗм чун-чӗререн ҫӗкленсе кайрӑм. Анчах та тум тӑрӑх ярлык ҫыпӑҫтарма ҫук вӗт яланах. — Эпӗ хирӗҫ мар, анчах эсӗ хупӑ заседанисенче бюро членӗсем анчах пулнине хӑвах пӗлетӗн. Ҫапах пурӑнатӑп — малалла мӗн пулать-ши тесе: темӗн ҫӗннине кӗтетӗп… Ку вӑхӑтра пасар халӑхӗ кӗрлесе ҫеҫ тӑратчӗ. Эпӗ ҫырса памастӑп, мӗншӗн тесен апла туни хӑрушӑ… Эпӗ ун патӗнчен пӑрӑнмастӑп; пур меслетсемпе те усӑ курса пӑхӑпӑр. Кама хирӗҫ? — Ав, хӗрӗ те ҫаплах, кайӑкласкер! — терӗ Ванюша. Тискер хӑрушлӑх витӗр ӑна пӗчӗккӗнех сивӗ салхулӑх пусрӗ, вӑл кирек мӗнле хӑрушлӑха та сӳрӗккӗн кӗтме пуҫларӗ. — Калӑр, манӑн ӑна курма пулать-и? Павел купӑсне чӗркуҫҫи ҫине илсе лартрӗ. Хуткупӑса тӑсса авса илчӗ, пӳрнисене вӗттӗн, куҫ курса илейми вылятса, калама пуҫларӗ. Эх, панулми, Ӑҫталла кусӑтан? Кӗпернери ЧеканаЛекӗн те килеймӗн. Ҫапла шутланине ӑслӑ тунӑ темелле, анчах ҫак шухӑш кая юлсан тин пуҫа килсе кӗчӗ. Халӗ ӗнтӗ? Давыдов вӗсем хыҫҫӑн кӗресшӗнччӗ, анчах каялла утрӗ. — Мӗн ҫырнӑ кунта? — ыйтрӗ вӗсенчен пӗри хуҫаран. Тӑван ывӑлӑм! Тепӗр кун ирпе, пилӗк сехет ҫитсен, «Кастри» ҫинчи шлюпка унчченхи пекех Мату-Аро утравне ҫӑл шывӗ илме кайнӑ. Хӑҫан та пулин: вӑл тӗнче ҫине тухӗ, ӑна та тишкерӗҫ, анчах халь эпӗ ку ответлӑха тӗрлӗрен сӑлтавсем пирки хам ҫине илме хӑяймастӑп. — Ҫӑва патне каясчӗ ҫав юрӑхсӑр чӗрчун! Пур иккен ҫав, тур ҫырлах, этемӗн хӑвачӗ! Ман шутӑмпа, лилипутсене ҫавӑрса илмешкӗн вӗсем патне ҫарпа флот яма та кирлӗ мар. Аманнӑ ҫын, выҫӑскер, ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт шӑвасса ӗненме те май ҫук пек туйӑнчӗ. Сывлӑш ытларах кирлӗ сире — ахаль чух та, ыйхӑра та. Прерие вӗҫтерсе каяс вырӑнне вара Луиза Пойндекстер тата тепӗр хутчен йӗнер ҫинчен шуса аннӑ та каллех хӳшше кӗнӗ. Ҫавна шута илсе, эпир аккредитив нумайрах илтӗмӗр. — Кичем. Унталла вӑрӑм ҫӑмлӑ, лӳппер чӗр чунсен — хашисен, ҫурма упасен-ҫурма ӗнесен — кӗтӗвӗ салхуллӑн ӳлесе куҫать. Стена тепӗр енче ача сасси темле юрра хуллен ӗнерет. Ӑна сив чирӗ силленӗ. Ну, а манӑн мӗн тумалла? Ӑна темиҫе сехетрен тин тупрӗҫ. Барака ҫӗклесе кӗртрӗҫ. Палламан ҫын ҫурма сасӑпа хӑй тӗллӗн калаҫнӑ пек темиҫе сӑмах каласа хучӗ, анчах гостиница хуҫи вӗсене илтрӗ пулсан та ӑнланса илеймерӗ: — Ҫапла, ку граждан вӑрҫинчен те ытларах хӑрушӑ, ку — ҫемье вӑрҫи. Кунтарах кил, ыра лаша. Пӗр самантрах вӑл йӗри-тавра пӑлханса пӑхса ҫаврӑнчӗ. Билли Бонс арчинчи пекех, кунта та темиҫе тӗрлӗ шӑратса тунӑ укҫасем пур, анчах Билли Бонс арчипе танлаштарсан, нумайрах ӗнтӗ. Мана вӗсене суртлама питӗ кӑмӑла каять. Вӗҫӗмсӗр пек туйӑннӑ пӗр сехет хушши вӑл чирлӗ ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан тӑчӗ те опиум илсе килчӗ. «Сунарҫӑсем: ҫӗр выртма ярӑр-ха». Халь вӗт ку вӑрҫӑ хӑш еннелле ҫаврӑнса тӑрассине те ӑнланса илме ҫук. Ун ҫумне пӑшал кӗпчекӗ анса ларчӗ. Малтанлӑха сайран ӳккелерӗ, унтан часах шултраланса, йӑваланса, пӗлӗт ҫинчен татти-сыпписӗр ҫинҫешке юхӑмпа юхса тӑнӑ пек ҫума пуҫларӗ. Хӑй ҫапах та пӗшкӗнсе тусанлӑ тенкел айӗнчен пуртӑ туртса кӑларчӗ, пурттине аллине илсе алӑкӗ патне пычӗ. — Юрӗ, Мефф Поттер, эсӗ яланах ман тӗлӗшрен чыса пӗлсе, тӳррипе туса пынӑ, эпӗ те сана ҫакӑн пекех тӑватӑп. Ан пӑшӑрхан, манӑн сӑмах шанчӑклӑ. Хӑйне ответ парсан вара аллипе сулса мӑкӑртатнӑ: — Ну кай. Ҫул ҫинче вӑл ҫуран та чылай утрӗ, анчах, пӑртак акӑлчанла перкелешме вӗренсе ҫитнӗскер, хӑш чух вӑл кондукторсене темиҫе станци хушши укҫасӑрах лартса кайма ӳкӗте кӗртрӗ. Унтан кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те:— Тӗрӗссипе каласан, ӑнланма пултаратӑп, анчах туйса илме ҫук, пултараймастӑп» — тесе хушса хучӗ. Хӗвел тусем хыҫне пытаннӑ, анчах та ҫаплах ҫутӑ-ха. Тата тепӗр сехет иртрӗ. — Унӑн ятне те илтмен-и? Темиҫе хут та пӳлӗмрен тухса кайма тӑчӗ вӑл, анчах Половцев, аллине сулса, чарчӗ ӑна. — Пӑх-халӗ, ҫыран хӗрринче чарӑнмалли лайӑх вырӑн курӑнать, — терӗ Гэндс. Анчах халлӗхе чӗрех пулсан та часах пурпӗрех вилетӗп: ман пуҫра пуля ларать». Унӑн пичӗ, чӗркелесе пӗтернӗ пекех, тутана сӗрмелли сӑрпа вараланнӑ. Артур аллине карт туртса илчӗ. Унтан эпӗ пӗр пукан ҫинчен тепӗр пукан ҫине ҫуртсем урлӑ ярса пусрӑм та малтанхи пуканне ҫекӗллӗ патакпа ҫаклатса хам пата ҫӗклесе хӑпартрӑм. Вӑл хӑй те Владимир ҫинчен пӗртте асӑнман. Вӑл тутисене йӗрсе Аркадий алли патне пычӗ, хӑнана пуҫ тайрӗ, унтан алӑк патне чакса тӑчӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытрӗ. — Ҫерҫийӗ — вилӗ! Вӑл мана темӗнле тархасласан та Сида кӗтме хӑвармарӗ; кӗтсе вӑхӑт ирттерме кирлӗ мар, хӑвӑртрах киле ҫитмелле — пирӗн нимӗнле инкек те пулманнине Салли аппу куртӑр тет. Е ку пӗтӗмпех — автанпа тунӑ пурте пӗлекен опытпа пӗрешкел япалах-и? Автан пуҫне сӗтел патнелле пӗкеҫҫӗ — вӑл ҫапкаланать. Анчах ӑна сӑмса тӑрах, унтан малалла сӗтел тӑрӑх та шурӑ пурпа йӗр туса тухаяҫҫӗ ҫеҫ, вӑл вара, темле тӗнчере ҫук пысӑк хӑрушлӑха лекнӗ евӗр, куҫне чарса пӑрахса та хӑйне ҫыхса хунӑ пек шутласа, ҫавӑнтах шӑпланса ларать, пӑнч хускалмасть. — Ҫӑварна хупласа хучӗҫ-им-ха? Ан йӗрӗнӗр пирӗн хаттӑран, кӗркелӗр. Пурте чылайччен киленсе пӑхрӗҫ ҫак илем ҫине, Шубин та пулин шӑпланчӗ, Зоя та шухӑша кайса тӑчӗ. Тускуб, эсӗ хӑвӑн килӳнте Ҫӗр ҫинчен вӗҫсе килнӗ икӗ ҫынна пытарса усратӑн. Халӗ кунта картишӗнчи пекех ҫутӑ, — илтӗнчӗ сарайран Шалый сасси. Ҫак самантра унӑн сӑнӗ ӗшеннӗн туйӑнать, ҫамки пӗркеленчӗклӗ. Судье вилсе карӗ те майра куҫса карӗ. — Анне, анне! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Эпӗ тӗлӗк куртӑм. Тутар хӗрарӑмӗ ӑна ҫак пӳлӗмре юлма хушрӗ, хӑй тепӗр пӳлӗм алӑкне уҫрӗ, унтан вара вӑйлӑ ҫутӑ курӑнса кайрӗ. Эх, Бойчо, мӗншӗн эс мана ҫав тери тарӑхтартӑн? — терӗ Рада, телей ҫитнӗрен кура куҫҫульпе ҫӑвӑнса. Симурден шуралса кайрӗ. Ҫурҫӗрелле Грей шывӗ патне каяс тесен, унӑн сылтӑм ҫыранне каҫмалла пулнӑ. Ҫынсем мӗн пирки кӑшкӑрашнине амӑшӗ ӑнланмарӗ. — Нимӗҫсем-и? Чумандрин вокалсене хӑвӑрт тултарчӗ. — Ӑҫта йывӑр мар ӗнтӗ вӗсене? — шӑл витӗр каларӗ вӑл. Тул ҫутӑласпа вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса кайнӑ, — пӳрт тӑррисемпе йывӑҫсем ҫийӗнчен халӗ те-ха тумла ӳккелесе тӑрать. Шартлама сивӗсем ҫӗре хӗсеҫҫӗ, шӑнтса хутлатаҫҫӗ. — Вӑл Европа шӑпине татса парать, ахӑр. — Халь кайӑпӑр. Вӗсене хӑваласа ҫитсен, Том хӑй пытарса тӑнӑ япала ҫинчен калама пуҫларӗ. Вӗсем сиввӗн, тӑшманла пӑхса итлесе тӑчӗҫ, анчах кайрантарахпа вӗсем Том мӗн тума шутланине чухласа илчӗҫ те питӗ хӗпӗртесе кайса ҫухӑрашма тапратрӗҫ: — Том питех те тӗлӗнмелле япала шухӑшласа кӑларнӑ, ун ҫинчен пире малтанах каланӑ пулсан, эпир пӑрахса каяс та ҫукчӗ, — терӗҫ вӗсем. «Мӗн кирлӗ? — тесе ыйтнӑ вӑл хӑйӗнчен. Пугачевӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫине эпӗ чалӑшшӑн пӑхса илтӗм. Артур хӑйне ҫавӑн пек тыткаланинчен хӑраса, вӑл ӑна хӑваласа ҫитсе аллинчен ҫавӑрса тытрӗ. Темӗнле вӑрӑм ҫын, чугун ҫул ҫинче ӗҫлекен ҫынсенни пек ҫӑм воротниклӗ шинель, каракуль тирӗнчен ҫӗлетнӗ ӑшӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑскер, аллинчи кӗреҫине ҫавӑркаласа пӑхрӗ те, котик тирӗнчен ҫӗленӗ мамӑк тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм еннелле ҫаврӑнса, ҫапла каласа хучӗ: — Эпӗ хырмастӑп, — мана никам та юр хыртарма пултараймасть. Ҫапла, — пирус чӗртсе, каллех калама пуҫларӗ вӑл. — Ну, яра пар, — тесе хушса хучӗ вӑл кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, унтан, пуҫне ҫӗклерӗ те, шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарчӗ. Акӑ хыҫалти ӗретрен пӗри:— Эпӗ калас тетӗп! — тесе кӑшкӑрчӗ. Эх, чӑпӑркка йӗрет те ҫав саншӑн, Маришка! — Эдем хулине! — тесе хушрӗ Гленарван. Вуникӗ хутчен кукамай чӳречесем патне пычӗ, чӳрече янаххисем ҫине «вӑрттӑн пулӑшу» хура-хура хӑварать: кӑвак шуҫӑм киле пуҫларӗ, тӗттӗмрен кӑвак ҫуртсем ӳсе-ӳсе тӑраҫҫӗ, уй хӗрринчи чиркӳн сахӑр пек шурӑ тӑррийӗ палӑрма пуҫларӗ; чултан тунӑ масар картийӗ, шӑтӑк чӑпта пек, сайралса карӗ. Огнянов йывӑррӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ. Ҫаврӑнса пӑхатӑп та Ярмолӑна курах каятӑп: вӑл, хӑйӗн ҫемҫе ҫӑпатисемпе яланхи пекех сассӑр пусса, ҫурӑм патнех пырса тӑнӑ иккен. — Акӑ вӑл хӑй те, — тесе чарса хучӗ ӑна Генкок, мустангер пырса кӗнине курса. Малтанах вӑл, суран ыратни ҫинчен хытах шутлас мар тесе, утӑмӗсене суса пыратчӗ, анчах пилӗкҫӗр утӑм кайсан, хисеп шутне пӑтраштарса ячӗ те туртса, ҫунса ыратакан суран ҫинчен шутланисӗр пуҫне, урӑх ним ҫинчен те шутлаймарӗ. Алексей ӑна: «Эпӗ хӗрне асӑрхамарӑм, — тесе ответленӗ. Вӗсен шифрӗ ӑнланмалла мар. Яла ҫитес умӗн эпӗ лашана сылтӑмалла ҫавӑртӑм та ту хушшипе кайрӑм. Женя, тӳр килсен, пӗр-пӗр ырӑ ӗҫ туса пар эс ӑна. Мӗн пурӗ пурте шурӑ юрпа витӗннӗ. Ун вӗҫӗнче, плита ҫинче, ҫатмасем ҫийӗн ҫуллӑ ҫулӑм сиккелесе вылять. Вӑл ман куҫ умне Тимбуктура тӗл пулнӑ пулсан, эпӗ ун патне пырса: «Сывӑ-и, акӑлчан!» тенӗ пулӑттӑм. — Вӗсем мӗнле килӗшнине эпӗ ҫапах та ӑнланса илейместӗп! — Париж ҫыннисем. — Стой! Вӑл куҫран ҫухалчӗ. Ну, эпӗ ӑна ҫак сӑмахсем пирки пӗтӗм чун-чӗререн ҫапла каларӑм: «Пролетарьят шутланма аван та пулӗ, анчах пӗтӗм пурнӑҫа кваспа ҫусӑр-мӗнсӗр купӑста яшки ҫисе ирттерме килӗшместӗп эпӗ. — Ӑҫтан пӗлетӗр? Пӑхса яр, Марковна, ӑш-чик ҫунсах тухать паян. Эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ… Хамӑр ирӗкпе мар. Ку вӑл чи-чи хакли. Чӑнах та питӗ мӑшкӑл! Шухӑшлӑр-ха, сунара ҫӳрени епле чаплӑ пулатчӗ пирӗн! Ҫынсем тӗлӗнчен, хуллен шӑхӑрса, осколоксем иртсе кайрӗҫ. Патагонец ӗнентерсе пуҫне сулларӗ. — Сан пулӑшу кирлӗ мар мана! Ытти ҫӑлтӑрсем малтанхи пекех ҫутатаҫҫӗ, тепӗр виҫ-тӑватӑ ҫултан пӗлӗт тӳпинчен тата ик-виҫ пӗчӗк ҫӑлтӑр курӑнми пулать. Эпӗ сире ӗлӗкхи хаклӑ вӑхӑтсенче Тит Бородин, хальхи кулак, мӗнле ҫын пулнине ӑнлантарса патӑм. Этемӗн мӗн пур, — вӑл пӗтӗмпех сирӗн умра пӗр шикленмесӗр уҫӑлать, сире хирӗҫ чун хӑех уҫӑлать. Ох, Мстислав Сергеевич, унран асӑрханмалла. Мӗнле самана пуҫланчӗ иккен! — Ҫук, ҫук! — тесе кӑшкӑрса янӑ креолка, хуйӑха пула хӑй секретне йӑлтах манса кайса. Ку хӑнасем килнипе эпӗ питӗ кӑмӑлсӑрлантӑм, ҫакна пытарма та тӑрӑшмарӑм. Шурӑрах кӑна пысӑк массӑсемпе выртнӑран, вӗсем аякран хирӗн сӗвекрех вырӑнӗнче сапаланса выртакан кӑвак чулсем пек курӑнаҫҫӗ. Хапха умӗнче темиҫе эрех пички тата икӗ тупӑ лараҫҫӗ. Стромболири пулӑҫӑсем пире ҫӗмӗрӗлнӗ карап ҫинчен ҫӑлӑннӑ ҫынсене йышӑннӑ пек ӑшӑ кӑмӑлпа лайӑх йышӑнчӗҫ. — «Мӗнле тӑлӑпа?» — Вӗрӗлмерӗн пуль-ҫке эсӗ? — тесе ыйтрӗ Павел Петрович патне пырса. «Мӗншӗн ҫак ача пек ҫамрӑксене ҫара илнине эпӗ ӑнланаймастӑп. Вӑрах вӑхӑт пӗри те чӗнмерӗҫ; унтан Пӑван Монтанелли ҫине пӑхса илчӗ. Айӑпланаканни хӑй умне кӑларса тӑратнӑ ыйтусем ҫине ответ парсах пынӑ пулсан, ку допрос ӗҫ мӗнле пулса иртнине тавҫӑрса илме самаях пулӑшнӑ пулӗччӗ. Йӑмӑка сӗтел хушшинчен хӑваласа кӑларчӗҫ, анчах та эпӗ пурпӗрех ун патне, вӑрттӑн та пулин, ҫӗрулми илсе пырса патӑм. Вӑл е ҫав тери ӑслӑ киревсӗр этем, е ҫав тери айван ашак». Вара сасартӑк, питҫӑмартийӗсене хӑмпӑлантарса, вӑл, урнӑ пек, Фома еннелле чышкипе юна пуҫланӑ, хӑй ҫав вӑхӑтрах ҫухӑрашса тӑнӑ: — Р-рече без-зумец в сердце своем — несть бог!.. Вӑл куҫӗсене чарса тӗттӗмелле пӑхса тӑпах выртрӗ. — Ну халь — пӗр пытармасӑр: мӗншӗн начар ӗҫлерӗмӗр? Эсир манпа пӗрле унта пыма кӑмӑл тусан, сире кӑмӑллӑн кӗтсе илӗҫ, унтан вара Атакама хулине ҫитме ҫӑмӑл пулать. Неушлӗ ҫапла ҫемҫешке ҫын вара? — Хуллентерех! Француз хӑйпе калаҫакан ҫынна Чили ҫинчен ыйтса аптӑратать; капитан ӑна труках чарчӗ те, горизонтри темӗнле пӑнчӑ ҫине кӑтартса, ҫапла каларӗ: — Пӑхӑр-ха ҫавӑнталла… Ҫак калаҫу вӑхӑтӗнче лашасем чупма чарӑнчӗҫ те утса пыма пуҫларӗҫ. Хӗрсем ун ҫинчен шухӑшласа ӑнран кайнӑ. Кӗрӗр, Лиза, — тени хуллен илтӗнет. Мана вӗри юрату кирлӗ, унсӑр мӗн вӑл?.. Магеллан Ҫӗр чӑмӑр иккенне шанман ҫынсене ӗнентересшӗн пулнӑ, анчах ун чухне Ҫӗр мӗн евӗрлӗ хӑшпӗр ученӑйсене кӑна интереслентернӗ, корольсемпе княҫсем, купцасем унпа нимӗн чухлӗ те интересленмен. Атландсем ӑслӑлӑха, ӳнере, капӑрлӑха юратнӑ. Ун пӗтӗм чунӗ-чӗри пӗр ӗмӗтпе тулса ларнӑ пулнӑ. Тепринче тата чиркӳ старостипе хӑйпе те мыскара пулса иртнӗ. Вӑхӑчӗпе вӑл асаттен черккине тытса пакӑлтатса ларма юрататчӗ, тет. Стефчовӑн мухтанчӑклӑ сӑн-сӑпачӗ кӑна хӑй ӗмӗтне тултарнӑ пек курӑнать. — Шӑп! Сахал мар йывӑрлӑхсене тӳссе ирттермелле пулчӗ пирӗн, — тесе ҫырнӑ Оля. Унтан вӑл:— Консервӑсенчен пуҫласа кӗреҫесем таранах Атӑл леш енчен илсе каҫартӑмӑр, анчах Атӑл ҫине нимӗҫсен тӑтӑшах пулемётсенчен персе тӑратчӗҫ. Ӗлӗкхи епископ дворецӗн пӳлӗмӗсенчен пӗринче канашлусем туса ирттерекен Епископат ятлӑ революциллӗ общество политикӑллӑ парти пек мар, тӗрлӗ шухӑшлӑ ҫынсен ушкӑнӗ пулса тӑнӑ. Ытла та хыткукарччӗ тата: чиркӳре Николай Мирликийский турӑшӗ умне пӗр пуслӑх ҫурта лартатчӗ те, ҫурти кӑштах ҫуннӑ-ҫунманах Лапшинов ун патне чупса пыратчӗ, вӗрсе сӳнтеретчӗ, сӑхсӑхса илетчӗ, хайхискере кӗсйине персе чикетчӗ. Вӗренӗве пӗтеретпӗр те акӑ, пухӑва кайса, пӗрер черкке янклаттаратпӑр, вара пӗтӗмпех иртсе те каять. — Мӗн шухӑшласси пур вара санӑн? — каланӑ Люба, хулпуҫҫийӗсене турткалантарса. Ҫавӑнтанпа вара Иохимӑн сӗрме купӑс сассине корчмара та, улахсенче те текех илтме пулмарӗ. — Утар, утар, мучи, — лӑплантарчӗ ӑна Демка. Фома тухса кайнӑ. Катька ман ҫине хаяррӑн тинкерсе пӑхрӗ. Ӗҫ Джеммӑпа Микель малтан шухӑшланӑ пекех пулса тӑнӑ: полковник ҫав йывӑрлӑхран тухас тесе ҫар сучӗ тума шутланӑ. Кардинал Монтанелли ун планӗпе пӗртте килӗшмен, ку вара полковнике калама ҫук кӳрентернӗ. Эсир епле? Ҫул ҫинчи чула вӑл мӗнле майпа илсе пӑрахма шухӑшлать? Эпӗ ӑна ача чухнехине астӑватӑп, ҫӳҫӗсем те хуралнӑ-ши вара, — пӗчӗк чухне вӑл сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ ачаччӗ; Геркулес, ҫывӑрса каяс мар тесе, ыттисенчен ытларах тӑрмашрӗ, ҫапах ывӑнни ӑна куҫне хуптарчӗ-хуптарчех — вӑл ыйха путрӗ. Ӗнерхи пекех, шуҫӑм ҫунса хӗмленет Аназе ҫийӗн. Сиделка кашни ир ӑна, питне ҫуса шӑлса ячӗ, кашӑкне хӑй тытса ҫитерчӗ. Комиссара хӑйӗн ӳт-пӗвӗ ыратни мар, пуринчен ытла хӑй ҫакӑн пек нимӗн те тума пултарайманни ытларах асаплантарнӑн туйӑнчӗ. Ҫӗмрен йӗппи малтанхи хут вилӗмрен хӑтарнӑ чухне эпӗ сан пекех пӗчӗк ачаччӗ. — Мӗнле-ха эпӗ сана халиччен курман? — ҫаплах тӗлӗнсе ыйтрӗ Давыдов. Пӗр ырӑ ҫын тупӑннӑ та ӑна инкекрен хӑтарнӑ. — Акӑ эпӗ Петербургран, хамӑн юлташран, ҫыру илтӗм… Чӑн-чӑн хӳшех тетӗр-и эсир. Венера ҫинче кунпа ҫӗр хушши Ҫӗр ҫинчи 10 — 12-шер талӑкпа е 250 — 300 сехетпе танлашать. Фельдшер каллех тӑрать те алӑк патнелле чӑмать. Юлташу шанса тӑнипе хӳтӗленсе ирсӗр ӗҫ туни пулать ку… Нимӗне те тӑмасть вӑл. — Кӗлтисене килӗрен валеҫме ӗлкӗрейместпӗр, анчах нимӗҫсем персе ҫитсен, ирӗксӗрех ҫаптарӗҫ те тыррине илсе кайӗҫ е лашасене ҫитерсе пӗтерӗҫ. Хӗвелпе пиҫӗхнӗрен ӑна Хура тенӗ. «Пӗр-пӗр ҫурт ҫаратма шутлатӑн пуль-ха — тетӗп ӑшра, — кунта таврӑнӑн та акӑ, Джимпа иксӗмӗре кураймӑн та — юлах вара пӗччен тӑрса». Иксӗмӗре пӗрле ҫыпӑҫтарса пӗрлештерсен, вара, тен, ним мар пӗр ҫын кӗлетки пулӗ-и. Ҫавӑнтах, вӑл курма пултарнӑ чухне (ӑна юриех вӑл куртӑр тесе турӑм), эпӗ, сӗтел ҫинчен япаласене, ҫурта лартмаллисене, чернил кӗленчисене яра-яра илсе, урайне пеме пуҫларӑм. — Кил. Шубин чӳрече патӗнчен варт пӑрӑнса кайрӗ. Чӑнласах ӗнтӗ, ҫакна каторжниксен аллине ҫакланнӑ яхта тесех шутламалла, ун пирки нимӗн иккӗленсе тӑмалли те ҫук, ӗмӗрне пӑлханман майор та чӑтса тӑраймарӗ, турра ылханса вӑл хытах ятлаҫса илчӗ. Ав пуртӑм ишмест-ҫке… Серёжа ӑнсӑртран унӑн урисем ҫине пӑхса илчӗ, ботинкисем ҫинчи тирпейлӗ ҫӗлесе лартнӑ саплӑксене асӑрхарӗ, унтан хӑйӗн чылай пысӑк шӑтӑклӑ атти ҫине пӑхса илчӗ те кулса ячӗ, — атти шӑтӑкӗнчен пӳрни курӑнса тӑрать. «Акулина, Акулинӑ!..» Майор Стручков хӑйӗн йӑлисене ҫирӗп тытса пычӗ: вӑл нумай ҫирӗ, кашни пӗчӗк сӑлтав пиркиех ахӑлтатса кулчӗ, кулӑшла анекдотсене ҫав тери ӑста каласа пачӗ. Эпӗ айккинчен Олеся ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илтӗм те, ун питӗнчен сӑнӗ тарнине, тутисем чӗтӗреме пуҫланине куртӑм. — Документсене илнӗ тесе алӑ пусӑр, — терӗ кӗскен полковник, — вара эпӗ сире тытса тӑмӑп. Вӑл конвоир пекех каласа пачӗ, анчах кам тапӑнни ҫинчен шарламарӗ. Пичӗ унӑн тӗксӗмленсе кайнӑ, вӑл кресло ҫинчен ҫӗкленсе, татӑклӑн:— Ҫук, эпӗ апла тума шухӑшламастӑп. Смолин, тутине вашаватлӑн култарса, старик ҫӑмахне итленӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл Люба ҫине пӑха-пӑха илнӗ, калӑн, — вӑл ӑна ашшӗне хирӗҫлеме чӗнет тесе. Унта Игнат, Окунев, Таля, Волынцев, Зеленова, Староверов, Арюхин пулнӑччӗ, ҫавӑнта, пӗрлӗхе ҫирӗплетме тӑрӑшнӑ ҫӗрте, Дубава хӑлхасӑр-чӗлхесӗр ҫын пек пӗр чӗнмесӗр ларчӗ. Пӗтӗмӗшпе каласан, молухсем — сахал культурӑллӑ йӑхран, ҫав тери тискер те усал кӑмӑл-йӑласемпе пурӑнакан ҫынсем. Вӑл хӑйӗнчен ҫав тӗп ӗҫ ӑҫта тата мӗнре пулни ҫинчен ыйтман, анчах вӑл ҫав тӗп ӗҫ — ӗҫре пулнине пӗлнӗ. — Ун пек пулаймасть пулӗ! — терӗ ӑна хирӗҫ Рыбин шухӑшлӑн. Вӗсене: кашни лайӑх ӗҫленӗ строитель кайран, юсаса ҫитернӗ Сталинградра, хваттер илет, теҫҫӗ. — Нимӗн те пулман, — пуҫне мӑнаҫлӑн ухса илчӗ Катька. Зухин, темиҫе утӑм тусан, каялла ҫаврӑнчӗ. Ҫав тери ҫирӗп ҫын пулнӑ! Хӗрӗ вара пӗчӗк кӗрӗкӗпе чӗркеннӗ те, яланхи пекех, эпӗ килессе кӗҫӗн алӑк патӗнче кӗтсе тӑрать; уйӑх унӑн каҫхи сулхӑнпа кӑвакарнӑ пӗчӗк те чипер тутисене ҫутатать. Интереслӗ япалана курас тесе, офицерсен юлташӗсем тата салтаксем те хурал ҫумӗпе йӑпшӑнса тухса килнӗ. Тернера Билл вӗлересшӗн. Анчах Лиза ун ҫине пӑхнӑ та кулса янӑ. Тумламсене вӑл ҫийӗнчех чарса лартаймарӗ, вӗсем вара ун питҫӑмартийӗсем тӑрӑх ӑшӑ, йӗпе, васкавлӑ йӑрӑмсемпе чылайчченех чупа-чупа анса тӑчӗҫ. Ҫилӗ вӑйланса пырать. Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ. Шарӑн тӗтреллӗ юхӑмӗнче ун умӗнче иртекен тӗлӗнмелле пурнӑҫа Аэлита нумайччен сӑнаса ларчӗ. Сарӑ пурҫӑн кофта тӑхӑннӑ хӗрарӑм ярханахне ярса, макӑравлӑ сасӑпа хыттӑн юрланӑ: — Пурӑнар-ха эппин, май килнӗ чухне… Кайран — хӑть тӗнче тепӗр май! … Вӑл пур: тӑван ҫӗршыва усӑ тӑвас тетӗп, ирсӗр ҫынсенчен ҫӗре тасататӑп, — тесе кӑшкӑрать, тет… Ун пек япаласем ҫинчен шухӑшлама тахҫантанпах тӳр килмен ӑна. Тимӗрҫӗ хӑй патне кӗрсен, Чуб куҫ-пуҫне чарсах пӑрахрӗ, мӗнрен тӗлӗнмеллине те пӗлеймерӗ: мӗнрен тӗлӗнмелле-ши? тимӗрҫӗ чӗрӗлсе тӑнинчен-и, е тимӗрҫӗ ун патне хӑйса пынинчен, е тата вӑл ҫав тери шукӑль, чӑн-чӗн запорожец пек тумланнинчен-и? Ҫак ватӑ тыркас сана тахҫанах вӑратрӗ-и? — терӗ ӑна Давыдов ыйӑхпа тытӑннӑ сасӑпа. Мачча — пӑрахут стенисемпе пӗрлешнӗ, карлӑксемпе уйӑрса лартнӑ койкӑсем шӑши шӑтӑкӗсем майлӑ, трюмӗ хӑй те пысӑк нӳхреп пек туйӑнать. Ҫиленсе урса кайнӑ тискер кайӑк пек, танк ак ҫакӑнтах ҫӗре шӑтарса кӗрсе выртма шутланӑн туйӑнчӗ Андрее. Урайне урисемпе йывӑррӑн таптаса, алӑка хыттӑн шаклаттарса хӑварса, поручик, куҫран ҫухалчӗ, ун хыҫҫӑн ҫакӑнса тӑракан лампа труби хуллен янӑраса юлчӗ, Полина кӗскен кӑна ҫухӑрса илчӗ. Мӗнле тӗслӗ калпаксем, саррисем, хӑмӑррисем, симӗссисем, чакӑррисем, ҫӗннисем, тавӑрса ҫӗлетнисем, силленисем, тутӑрсем, лентӑсем, ридикульсем! — Апла пулсан, вӑл мӗнле те пулин инкек пулассине сисет пулӗ? Эпӗ ҫамрӑк пулнӑ вӑхӑтра преступниксем преступниксемех пулнӑ. Вӗсене ҫавӑн пек тыткаланӑ та ӗнтӗ. Сутӑнчӑк ӗҫ тӑвакан вӑрӑран лайӑхрах тесе ун чухне никам та шутламан. — Пирӗн ӗҫке хисеплесе выльӑр тетӗп-ҫке сире. Мӑйне тӑсса, сӑмса шӑтӑкӗсене чарса пӑрахса, вӑл малалла юртма пуҫлать те сиккипе кайма тытӑнать. Ку, паллах, гарпунҫӑсем «хастар» тесе ят панӑ китсенчен пӗри. Вӑл шӑпланчӗ, унтан кам та пулин ун ҫинче кӗлӗ вулатӑр, тесе ыйтрӗ. Апат лайӑх пулсан та, эпӗ, урасене тӑсса выртмах пултӑратӑп. Геркулесран ҫӗнӗ хут илсе килмен-и-ха вӑл? Ҫулҫӳревҫӗсен калаҫӑвӗсенчен эпӗ чаплӑ ҫӗр хӑвӑлӗсем темиҫе пурри ҫинчен пӗлсе тӑнӑ, анчах вӗсенчен пӗри те ҫакӑн пысӑкӑш пулни ҫук. Ҫакӑн ҫинчен нумай шухӑшларӗ вӑл — вӑхӑт виҫӗ сехет патнелле шума пуҫларӗ — вара вӑл хура фрак тӑхӑнчӗ те, кӑштах парк тӑрӑх ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Полозовсем патне кайрӗ. — Ҫук, Фелим, хамӑн вӑхӑт нумайрах пулсан, эпӗ ӑна вӗрентсе хӑтланӑп. Эпӗ мӗн шухӑшлани ҫинчен старике калама кирлӗ-ши? Хӑйӗн туйипе вӑл пӗр виҫ-тӑватӑ майӑр ҫапса ӳкернӗ те вӗсемпе апатланнӑ. Апат хыҫҫӑн Кирила Петрович юланутпа уҫӑлса ҫӳреме сӗнчӗ. Эпӗ самаях кӑмӑллӑ килнӗччӗ те кунта, анчах ҫакнашкал хӑтланни мана тарӑхтара пуҫларӗ. — Ним… ним те каламарӗ. Сту… студент пурӑнать, терӗ. — Шӑп пул, ӗҫсӗр! — Ӑҫта вӗсем? Мана пӗр ҫекундлӑха та ҫывӑрса кайма памарӗ, мур илесшӗ! — Чимӗр-ха, ненько, тӑванӑм! — хуллен те ачашшӑн каларӗ хохол. Манӑн атте, Бок, чаплӑ сунарҫӑ пулнӑ. Пулнӑ-шим вӑл унччен кунта? — Куратӑн-и эпӗ тӗрӗс каланине, — терӗ каллех суккӑр ача, аллисене ҫапкаласа илсе. Чертокуцкий питӗ те лайӑх астӑвать: вӑл нумай выляса илчӗ, анчах аллине нимӗн чухлӗ те кӗмерӗ; вӑл вара сӗтел хушшинчен тӑрса тухсан та нумай вӑхӑт кӗсйинче сӑмса тутри ҫук ҫын пек аптраса тӑчӗ. Швабрин манпа пӗрле пыма пулчӗ. — Ҫулталӑка яхӑн, — хуллентерех каларӗ Ярцев. Вӗсенчен пӗри, Хӗллехи Юрӑҫӑ тесе ят панӑ бретонец, пӗчӗк пӳллӗ, тӗреклӗ, калама ҫук йӑрӑ та вичкӗн, пуринчен те харсӑрскер, йывӑр аманнӑ. Кӗрхи ҫӗртме пусси акмасӑр ытлашши вӑхӑт выртать! Халех, пӗр сехет те тытӑнса тӑмасӑр, унӑн типсе куштӑрканӑ ҫиелти сийӗ тӑрӑх виҫшер тӑватшар йӗрлӗн сӳресе тухмалла, пирченсе выртнӑ тӑпрана тимӗр сӳре шӑлӗсемпе чӗркелесе ватса тӑкмалла, унтан вара, кӑпӑшка суха кассисем тӑрӑх тырӑ акакан машинӑсем кӑларса ямалла: ылтӑн тулӑ пӗрчисем ҫӗр айне тарӑнрах акӑнса юлччӑр. — Апат тӑвас. Унӑн та ӗнтӗ, ун парнисене илнӗ чух чипер хӗрӗсем кӑштах шухӑша кайнӑ пек те пулатчӗҫ, тет: кам пӗлет, тен, вӑл парнесем чӑнах та шуйттан алли витӗр тухнӑ. Малевский пичӗ темле чалӑшса, илемсӗрленсе кайрӗ, анчах хӑй кулса ячӗ. Хӑш-хӑш тӗлте чулсем шӑйӑрӑлнине курма пулнӑ, ку таканран юлнӑ йӗр пулмалла. — Ку ответ пулмасть, Айртон, — терӗ Гленарван. Эпӗ йӗре-йӗре ҫӗрулми ҫиетӗп. Ҫакӑн пек пурӑнаҫҫӗ-и? Тепӗр енчен лутакарах Семен Дегтярев — юлашки ҫул служить тӑвакан кадровӑй боец пырса тӑчӗ. Пирӗн улпут — инженер; тен, илтнӗ те пуль, Обольянинов господин! Е эпӗ ҫыннӑн шухӑшне инҫетренех вуласа илме пӗлнӗ пулсан, чӑннипех те, Кораблев куҫӗсенче «Саня, идеализм пирки кӳреннине каласамччӗ» тенине вуласа илнӗ пулӑттӑм. Юратмастӑп, — тавӑрчӗ старик. Лайӑх ҫын ҫумне сӗртӗнни — пӗр пуслӑх пӑхӑр укҫа кӗмӗл ҫумне сӗртӗннӗ пекех — ху та вара ҫирӗм пус вырӑнне ҫӳреме пултаратӑн… Тапӑнакан колонна нумай ҫын ҫухатать. — Ҫапла, эсир тӗрӗс калатӑр, ӑна та ҫӑмӑл пулман, анчах ҫапах та вӑл иккӗмӗш ывӑлне фронта янӑ… Анчах эсӗ мана Ванька Обнизова качча тухма ан ирӗксӗрле! Пурте вӗсем, пӗр-пӗрне хӗсе-хӗсех, алӑкран аяккарах пӑрӑнма тӑрӑшса, блиндаж стенисем ҫумнелле пӑчӑртанаҫҫӗ, хӑлхисене яра-яра тытаҫҫӗ, блиндаж хытах кисренсе илнипе стенасем ҫинчен тӑпра муклашкисем йӑтӑнма тытӑнсан вара, ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр тенӗ пек, вырӑнтан вырӑна сиксе ӳкеҫҫӗ. Вӑл шахмат вӑййин куҫа курӑнакан стратегине ҫеҫ чухланӑ, вӑл шахмат вӑййин пӗтӗм вӑрттӑн енӗсене пӗлекен мастера парӑнчӗ. Ненко чӗтренсе илчӗ, пӗшкӗннӗ ҫӗртен ҫӗкленчӗ. — Апла пулсан эсир кайма вӑхӑт ҫитичченех кунта юлас тетӗр-и? Пурте! Сала-анӑр! Старик калаҫӑвӗ ӑна таҫтан аякран вӗҫсе килнӗ пек туйӑннӑ, вӑл сасӑ чашӑк-тирӗксен янӑравӗпе, лакей урисен чӑштӑртатӑвӗпе тата такамӑн ӳсӗр кӑшкӑравӗпе хутшӑнса илтӗннӗ. Тен, вӑл иккӗмӗш компаса та йӗркерен кӑларасшӑн? — Шӑпрах! Владимир ӗнтӗ ҫуках, вӑл французсем Мускава кӗриччен пӗр кун малтан вилнӗ. Андрей Дегтяренко кӑмӑллӑн пӑхса, куҫӗсене час-час мӑчлаттарса тӑчӗ; такама хӑтӑрса, Василий Васильевич хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ ҫӳҫӗсене силлентерчӗ; ватӑ снайпер, питне пӗркелентерсе, ӑшӑ кӑмӑлпа кулчӗ; шурӑ минтер ҫинчен Алексей ҫине хӑйӗн ӑслӑ, витӗр куракан, кӑшт тӑрӑхларах кулакан, пурне те ӑнланакан куҫӗсемпе пӑхса Воробьев комиссарӑн сарӑрах сӑнӗ курӑнса выртрӗ; ҫил ҫинче Зиночкӑн ҫулӑм пек ҫӳҫӗсем варкӑшрӗҫ; пӗчӗк вашават инструктор Наумов ун майлӑ пулса, ӑна ӑнланса куҫӗсене хӗссе тӑчӗ. Вӗсене хӑваласа ҫитрӗҫ, ҫавӑрса хуптӗрлерӗҫ те авалхи Соацера ишӗлчӗкӗсем ҫийӗн аркатрӗҫ. Ҫапла пулин те, вӑй ҫитерессе шанса тӑни унӑн чӗринче куллен-кун ӳссех пычӗ, майлӑ вӑхӑт тупса — каҫ пулас умӗн ача кайри аллейӑра вылянӑ чухне е уҫӑлса ҫӳреме кайсан, — вӑл пианино умне ларатчӗ. — Мӗншӗн апла? — тӗпчерӗ Давыдов. Эпӗ ӑна Саньӑран, ваттисенчен салам каларӑм. Лаша санӑн пулӗ тесе тупа тӑватӑп; анчах мана эсӗ уншӑн Бэла аппуна пар: Карагез унӑн хулӑмӗ пулӗ. — Хӑш-пӗр чухне ҫавӑн пек те пулать, — асӑрхаттарчӗ Дантон. Ҫапах та Иван Иванович ытла салхуланчӗ. Пӗр самант хушши вӑл хӑй вырӑнӗнче пӗр сикмесӗр тӑчӗ, унтан тивӗртейменнине пӗлчӗ те ҫухӑрса ячӗ; пӑшалне чул ҫине ҫӗклесе ҫапса пӗтӗмпех салатрӗ, вара ҫӗре ӳкрӗ те пӗчӗк ача пек макӑрса ячӗ… Ӗҫкӗ-ҫикӗ тусан вара — пӗтӗм Мускава ӗҫтерсе ӳсӗртет!.. Хӑй мӗн тери ӑшӑччӗ тата! Тӗрексене вӑл ислетсе янӑ вӗт. Тӑхта-ха, эпӗ ҫынсем калаҫнине илтетӗп. Вара вӑл ӑна чулпа пеме тытӑнчӗ, тивертсе унӑн ҫунаттине амантрӗ. — Сид ҫынсене сан пек тарӑхтарса хӑтланмасть. — Ҫийӗнчех! Ҫав хӗрарӑмпа калаҫса илсессӗнех ҫырса яратӑп. Шыв юхӑмӗ пире аяккинелле илсе каять. Хӗнеме пӗлтӗн пулсан — пухури халӑха куҫран пӑхма та пӗл! — ӗрлешсе илчӗ Любишкин. Унтан эсир сире хӑвӑрӑн команда кӑмӑла кайманни ҫинчен каларӑр. — Пур мӗн тӗнчере ун пек ҫынсем. Хресченсем, чӑн-чӑн хресченсем; тепӗр енчен, тӗрӗссипе каласан, урӑхла мӗнле пулмалла-ха пирӗн? Вӑл тата пӗр ҫур фляжка уртӑш ҫырлинчен тунӑ эрех те туртса кӑларчӗ, пире те ӗҫтерчӗ, ырӑ эрех мана пӑртак уҫӑлтарса ячӗ. — Ҫырлах мана, турӑ, ҫырлах мана, — тархаслать вӑл шӑппӑн. — Тен, вӗсем пире халӗ те шыраҫҫӗ пулӗ, Том? Ҫыру вӗҫӗнче Кукушкин хӑй чаҫе пынӑ малтанхи кунах икӗ хут вӗҫсе тухни, унӑн урисем лайӑхах тӳрленсе ҫитни, ҫитес ҫывӑх вӑхӑтрах полк «Ла-5» текен ҫӗнӗ самолётсем ҫине куҫса ларасси ҫинчен тата вӗсене йышӑнма кайнӑ Андрей Дегтяренко: ку машинасемпе танлаштарсан, нимӗҫсен пур йышши машинӗсем те — арчасем, лӑпӑр-лапӑр япаласем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ, тесе калани ҫинчен ҫырнӑ. Саша куҫӗсем савӑнӑҫлӑн та ачашшӑн ҫутӑлса илчӗҫ, куҫ умне Рыбинӑн тӗксӗм кӗлетки тухса тӑчӗ, ывӑлӗн йӗс тӗслӗ ҫирӗп сӑнӗ йӑл кулчӗ, Николай именсе, куҫне мӑчлаттарчӗ; унтан сасартӑк ҫаксем пурте, тарӑннӑн, анчах ҫӑмӑллӑн сывласа илнине хускалса, пӗрлешсе-пӑтрашса, пур шухӑша та лӑпкӑлӑх туйӑмӗпе ҫавӑрса илекен, витӗр курӑнакан тӗрле тӗслӗ пӗлӗт пек пулса тӑчӗҫ. Ванюш алӑк умӗнче тӑчӗ, хӗр ҫине пӑхса йӑл-йӑл кулкаларӗ. Тӗкӗ-мамӑкӗ ытла та тӗлӗнмелле илемлӗ хӑйӗн, ҫавӑнпа та ниепле те чӑтса тӑраймарӑм. Темскерле лапӑрчӑк шӑрши ҫеҫ вӗт-ха кунта. Ровоама хаджирен тӗнчере мӗн пуррине пӗтӗмпех ыйта-ыйта пӗлеҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм, шухӑша кайса, унтан аяккалла пӑрӑнчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пурнӑҫ вӗҫне ҫитрӗ. — Ҫул ҫине хускалӑпӑр! — тесе команда пачӗ Гленарван, хӗрарӑмсем хатӗрленсе ҫитнине курсан. — Манӑн ҫырура-и?! Манӑн ҫырура-и?! — терӗ Гленарван. Вӑл А саспалли майлӑ туйӑнать, унӑн юмантан тунӑ тачка та йывӑр алӑкне питӗрмен. Шалта — пӗр нӳхрепӗ пекех сивӗ пӗчек зал. Хӑна йышӑнмалли пӳлӗме пӗр кравать та лартман, ун йышши япала пач та ҫук кунта, хулара та хӑш-пӗр чух хӑна пӳлӗмӗнче кравать ларткалаҫҫӗ-ха. Кусен апла мар. Вӑл, темӗскер, ҫӳҫенсе тӑнӑ, хӑйне такам умӗнче айӑплӑ пек туйнӑ, кам кӑна унпа сӑмах хушман, пурне те вӑл, каҫару ыйтнӑ пек, именчӗклӗн, ачашшӑн ответленӗ. Карчӑкпа эпир ӑна лайӑх, хамӑр ачана кӗтсе илнӗ пек йышӑнтӑмӑр, анчах вӑл ни ман карчӑкпа, ни манпа нимскер калаҫмасть, ҫакӑ вӑл пысӑк ҫынна килӗшмест пулать. — Тӗрӗс, тӑвас пулать, — терӗ старик. Ҫын ӳтне кӗле куҫарма мӗнле йывӑр пулнине вӗсем пӗлеҫҫӗ, патшапа ун министрӗ кунта сасартӑк хӑйсемех ҫунса кайрӗҫ! — Ҫавӑ ҫав. Эпӗ часах, мӗнле те пулин ӗненмелле мар ӑнӑҫӑва пула, тӗнчери чи пуян, чи паллӑ ҫын пулса тӑрассине хытӑ ӗненнипе темле асамлӑ телее пӗрмаях пӑшӑрханса кӗтрӗм. Циркӗ чи лайӑххи пулчӗ. — Эпӗ лӑпланнӑ-ха. Тата акӑ мӗн, сире те киле кайма вӑхӑт, — терӗ вӑл, хӑнисем еннелле ҫаврӑнса. Хӑвна тивӗҫмен ҫӗре эс сӗкӗнмен тата хӗрачана темтепӗр ӑҫтиҫуксем пакӑлтатман пулсан, ним начарри те пулмастчӗ. — Хӗвелҫаврӑнӑш ҫиетӗн-и, председатель? — ыйтрӗ вӑл илӗртӳллӗ хулӑн сасӑпа. Графиньӑна тӗрмене хупса хучӗҫ. Е ӳкерес тенӗ япалана кӑмӑлсӑррӑн, пӗр туйӑмсӑр ӳкерме тытӑнатӑн пулсан, вӑл чӑн енӗпе, ҫын лайӑххине пӗлесшӗн пулса анатоми ҫӗҫҫипе унӑн ӑш-чиккине касса кӑларсан вӑл ирсӗр, йӗрӗнтерекен ҫын иккенне пӗлсе илнӗ евӗр, тухса тӑрать-ши? Ҫӑварта ӳт-тир ҫурӑлма пуҫларӗ, сывлӑшра — вӗри хӑйӑр, ура айӗнче те хӑйӑр юрлать, шӑлсем ҫинче хӑйӑр чӑкӑртатать, куҫсене тирет, пыра тулать, ну ӗнтӗ — тӳсмелле мар пулса ҫитрӗ. Куҫсене малалла кӳпчеме парас мар тесе, хирургиллӗ майсем йышӑнма сӗнчӗҫ. Унашкал хресченсем пирӗн ӗнтӗ ҫук. — Хм… ара ҫав… ӗҫ начар, — мӑкӑртатать вӑл хӑй ӑшӗнче. — Унтан ҫеҫ килет сирӗн пата ывӑл… сирӗншӗн ӗнтӗ ҫывӑх ҫынна илсе килесси, вӑл ҫын пӗтнӗ ҫын вырӑнне пулма пур майпа та тӑрӑшӗ. Вӑрҫӑ вӑрҫассине вӗсем пысӑк кайӑксем тытма кайнӑ вырӑнне кӑна шутлаҫҫӗ. — Ҫаксем пӗри те ҫуккине эсӗ хӑвах куратӑн, фактсем час-часах теорине ӳпӗнтерсе пӑрахнине те асту. Енчен енне пӑхакан Боримечкӑна вӑл ҫунтарас пек пӑхса илчӗ, тарӑхнипе чӗтренсе тухакан сасӑпа ҫапла юрласа ячӗ: «Пейка, пахчари чечекӗм, Сан кулӑшла сӑмахху та, Ман ҫӳресе йӑлӑнни те Ахальтен пулмарӗ-ҫке: Качча тухчӗ мана, Пейка!» — Тӗлӗнмелле халӑх эсир! — Вӑл ҫемҫе сухалне силлентерсе илчӗ. Ҫак самантра Алексей ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пысӑк куҫӗсем хӑраса чарӑлнине асӑрхарӗ. — Находкӑна тата? — кахаллӑн та хытах мар ыйтрӗ самӑр судья. — «Ҫӗрӗсем сирӗн пушах вӗт-ха», — тетӗп. Мӗн тумаллине пӗлӗп эпӗ. — Олейник? — ҫын илтмелле мар пӑшӑлтатса илчӗ Ярцев. Огнянов лашине пӗр тарҫӑ-ачана парса хӑварчӗ, хӑй кофейньӑ алӑкне шаккарӗ, шалтан пӗр сасӑ та илтӗнменнине пула, унта пушах пуль тенӗччӗ вӑл. — Мана пурте кураймаҫҫӗ, ун ҫинчен пӗлетӗп эпӗ, анчах, туршӑн та, итлесем эсӗ ман сӑмахсене, хӳтӗле мана е килтен хӑваласа кӑлар. Эпӗ улӑм тӳшек ҫинче ҫывӑратӑп, вӑл Джим тӳшекӗнчен лайӑхрах, унӑн тӳшекне маис улӑмӗнчен тунӑ, маис улӑмӗ ӑшӗнче хытӑ тунасем пулаҫҫӗ, вӗсем аяка чиксе ыраттараҫҫӗ, ҫаврӑнса выртнӑ чух маис улӑмӗ типӗ ҫулҫӑ пек чӑштӑртатать, ӑна пула час-час вӑранса каятӑн. Вӑл ман вырӑна йышӑнчӗ, эпӗ инҫетри ҫурҫӗр линийӗсенчен пӗринче иккӗмӗш пилот пулма назначени илтӗм. Часрах тухса каяс килетчӗ, анчах Российӑра хуйхӑллӑ минутсене тӑсса тӑма юратаҫҫӗ; сывпуллашнӑ чухне ҫынсем вилӗ ҫыншӑн литурги служить тунӑ пек хӑтланаҫҫӗ. Вӑтаҫӗр Африка! — О, эпӗ вӗсен вырӑнӗнче пулсан, ҫакӑнпа ҫеҫ чарӑнса тӑман пулӑттӑм, — терӗ Роберт. Пирӗн хушӑра пӗтӗмпех пӗтеймен-и вара? Эсир, улпутӑм, — терӗ вӑл малалла, — сунара тухас терӗр-и? Вот епле халиччен пулман ҫӗршыв! Вӗсем чул ту тӑрӑх темиҫе хут каллӗ-маллӗ утса ҫаврӑнчӗҫ. — Иккӗмӗшӗ те пур. Пурте, ун ҫине пӑхмасӑр, шавлама пуҫланӑ. Эпӗ капла хӑратса каланинчен те Швабрин кулса ячӗ. — Паллах, хуптарасшӑн мар. Ӑна наука пӗтерсе хунӑ. Анчах сывлӑш тап-тасах пулчӗ. Сывлӑш вӑл кун тӗрлӗ курӑксен шӑршипе, тусан тата вӗриленсе кайнӑ ҫӗр шӑршипе тулнӑ пулнӑ, курӑк айӗнче каҫса кайсах шӑрчӑксем чӗриклетнӗ, таҫта тӳпере, ҫумкурӑкӗ пусса илнӗ хуйхӑллӑ уй ҫинче, ҫӳлте, тӑрисем хӑйсен вӗҫӗмсӗр юррисене шӑрантарнӑ, ҫавӑнпа та йӗкӗт часах нимӗҫ самолёчӗсем ҫинчен те, хӑрушлӑх ҫинчен те манса кайрӗ те, хӑйӗн ҫав тери кӑмӑллӑ та уҫӑ сассипе ҫав кунсенче фронтра пурте юратнӑ юрра, — хӑйӗн ҫӗрпӳртӗнче ларакан ҫар ҫынни инҫетри савнийӗ пирки тунсӑхланине палӑртакан юрра, юрлама тытӑнчӗ. Тен, эпӗ мӗнле организацире тӑнине те тавҫӑрса илнӗ эсир? — Кичем-ҫке ҫак тӗнчере, тусӑмсем! Ӗлӗкхи пекех пӗччен пурӑнать вӑл, анчах унӑн кивӗ те чӗрӗ хваттерӗнче халь тирпейлӗрех пек курӑнчӗ, ытла чӗрех те мар иккен. Ҫавӑн алчӑранӑ куҫӗнче эпӗ пысӑк хастарлӑх пуррине кураймарӑм, ҫавӑнпа майора: эсир кӑлӑхах алӑка ҫӗмӗрместӗр, казаксене ҫавӑнта кӗрсе кайма хушмастӑр, терӗм эпӗ, ӑна халь тытсан лайӑхрах пулать, кайран вӑл тӑна кӗме те пултарать, тӗрӗм. Хӑй ҫӗр каҫнӑ чӑрӑш айӗнче вӑл мӑклӑ типӗ туратсене хуҫкаласа пухрӗ те, вӗсем ҫине лӑсӑллӑ туратсем витсе хурса, вут чӗртсе ячӗ. Вилнӗ ҫыннӑн ҫурӑмӗ халь ӗнтӗ уҫҫӑнах шуралса выртать, ун ҫывӑхӗнче Терек вӗтӗ-вӗтӗ хумсемпе хумханать. Старик, куҫне илмесӗр, ҫавӑнталла пӑхать. Синопа хӑйне панӑ парнепе хӗпӗртенӗ, вӑл ӑна хӑйӗн юлташӗсене кӑтартма шутланӑ. Кунта сасӑпа калаҫма юрать-и? Вара май ҫитнӗ таран инҫерех илтӗнтӗр тесе, сассине хулӑнлатрӗ:— То-о-о-м, ӑҫта эс?! — тесе кӑшкӑрчӗ. Вӗсем киле ҫитнӗ. Ме. Аэлита кашни кӳлепене ятран калать. — Анчах вӑл, тен, мана мӗнле те пулин канаш парӗ е мана мӗнле те пулин матроспа паллаштарӗ, — терӗ Пӑван. Вӑл ку сӗнӗве йышӑнмарӗ. — Ахӑрнех, авланма тивет пуль… — ассӑн сывласа, шухӑшласа илнӗ Фома. Анчах мана хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ, хӳшӗре никам та ҫук иккен. Яланах ыйхӑллӑ куҫӗсенче халӗ хаваслӑ, хӗрӳ хӗлхемсем сиккелеҫҫӗ. — Тата сирӗн пек патриоткӑсем пур ҫӗршыв! — терӗ Пӑван, салху та ҫемҫе сасӑпа. Суятӑр эсир пурте! «Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл вунҫиччӗри хӗр мар, унӑн тӗпри пӗр шӑлӗ ҫук, тата вӑл кӑшт мӑнтӑртарах та, — Трухачевскийшӗн шухӑшларӑм эпӗ, — анчах мӗн тӑвӑн-ха, мӗн пур, ҫавӑнпа усӑ курас пулать». Ак ку манӑн юлташ, Анна ятлӑ… Шыв пирӗн кимме пӗчӗккӗнех тулса пынине пирӗн малтанах асӑрхамаллаччӗ. Ҫак ӗҫшӗн, ҫураки кам панине ирттерме чӑрмантарнӑшӑн, хӑвӑрӑнах суд умӗнче ответ тытмалла пуласси ҫинчен шухӑшламастӑр та-им? Садра йӑлтах шӑплансан ҫеҫ эпӗ тӳрленсе тӑтӑм: «Мӗншӗн-ха атте сӗм-ҫӗрле садра ҫӳрет?» — тесе ҫеҫ шухӑшларӑм. Алексей чӗри хӑвӑрт сикме пуҫларӗ. Вӑтанмалла, намӑсланмалла, шеллемелле. — Кӑна эпир курӑпӑр-ха! — мӗкӗрсе ячӗ Негоро. Колхоз пуҫланнӑ вӑхӑтри кунсене те аса илчӗҫ. Йывӑрччӗ ун чух ӗмӗрхи пурнӑҫ йӑлисене пӑрахса ҫӗнӗ пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑмашкӑн. Темле пурнӑҫ вӑл халиччен курман-илтмен ҫӗнӗ пурнӑҫ, хӑрушӑ ҫав вӑл пурнӑҫа тӑруках улшӑнтарма. — Сан шутпа, кампа калаҫмалла вара? Тата темиҫе кун хушши ҫанталӑк улшӑнчӑклӑ тӑчӗ, ҫакӑ ҫамрӑк капитана самаях пӑшӑрхантарчӗ. — Каймалла, унта мана пӗр ҫын кӗтет… Унтах хаҫат редакторӗпе темле пысӑк ресторан хуҫи хӑйсене йышӑнасса кӗтеҫҫӗ. — Пилӗк тенкӗ вырӑнне аллӑ тенкӗ хуратӑп, пистолета авӑрламан! — тесе кӑшкӑрчӗ виҫҫӗмӗшӗ. Анчах этемлӗх акӑ ӳссе ҫитӗнчӗ, ҫултан-ҫулах вӑйлӑран вӑйлӑ ӑслӑланса пырать, ачасен шавлӑ вӑййи вырӑнне ун шухӑшӗсем кунсеренех витӗмленсе те тарӑнланса пыраҫҫӗ. — Мӗншӗн тесен кунта эпӗ пурӑнатӑп, — терӗ вӑл. Горӑн тути ҫинче хӗрлӗрех кӑпӑк курӑнать: — Каялла, танмарлӑх патне, ҫав тери «тӗрӗс» марлӑх патне каймалла! Пирӗн урӑх нихӑҫан та ҫавӑн пек май килсе тухас ҫук пулӗ, тен. — Ҫак вӑхӑтра тата ӑҫта каяс-ха манӑн? Ах, мӗн чухлӗ чӑрмав ку ачапа!» Ан тив, тупана илтӗр вӑл ман ҫинчен, ун чух эпӗ сан патна таврӑнӑп та эс мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тӑвӑп!» — тенӗ. Сайра хутра вӗсем ирӗксӗрех хашлатса сывласа илчӗҫ. — Апла эсир Володя патӗнчен мӗншӗн тухса кайрӑр? — Эсӗ каларӑн-ха та, — эпӗ ӑна темӗнле ӑнлансах ҫитеймерӗм — мӗнлеччӗ-ха? — Заявлени ҫырса пар. Чӑнах та, хулан пуян урамӗсенче, парксенче, — пур ҫӗрте те, тирпейсӗр тумланнӑ, ӗҫсе супӑшнӑ ҫамрӑк марсиансем ушкӑнӑн-ушкӑнӑн ҫапкаланса ҫӳреҫҫӗ. Эпӗ вӗсен какайне ҫинӗ. Вӗсен ҫине ҫӳлтен каҫхи ҫӑлтӑрсем пӑхаҫҫӗ. Марийка хӑйӗн плюшран ҫӗлетнӗ жакеткин аркисене йӳле ярса, пуҫ тутӑрне хулпуҫҫи ҫинелле антарса, тискертерех чӑрӑш вӑрманӗпе утать. Кӑна ӗнтӗ, суранланнӑ вырӑнта юн ан тӑтӑр тесе, ачасем тунӑ пулнӑ. Унтан хӑй пӳлӗмне питӗрчӗ те хӑйсен «начальникӗсем» патне илсе кайрӗ. — Манӑн вилес килет. Чӑнах та, пирӗн ракета Уйӑхран ҫывӑхра ӗнтӗ. Ӗнтӗ ҫӗр кашкӑр мар, пин кашкӑр ытла уҫланкӑна пырса тулнӑ. Туртса кӑларӑр, атту путатӑп… — тесе кӑшкӑрнӑ. Акӑ вӗсем ҫитрӗҫ те… Киревсӗр пӑлхава, патшана вырӑнтан кӑларса пӗтӗм дворян йӑхне пӗтерес ӗмӗтпе хусканнӑскере, эпӗ хутшӑннине тем каласан та ӗненесшӗн пулман. Ҫапах та хӑй мӗн тери мӑшкӑла юлнине кӑтартмасӑр Сильвер чӑтса тӑчӗ, хӑйӗн ҫинчен систермерӗ. Хӑйсен ӑшӗнче халичченех пытарса усранӑ ҫӗршер япалана ҫийӗнчех ӑнланса илчӗҫ те, паянхи пӗтӗм калаҫӑвӗ вара вӗсен сасартӑк, трагедилле пек, темле уйрӑм, тарӑн пӗлтерешлӗ пулса тӑчӗ. «Э-э, мӗн шутласа тӑмалли! Вӗтлӗхрен пӑшал кӗпҫисем тӑсӑлчӗҫ, пӗр харӑс персе те ячӗҫ. Тӗслӗхрен, вӗсем ухмах вырӑнне тӑмсай, тӗп-тӗрӗс вырӑнне ҫаплалла теҫҫӗ, чаплӑ вырӑнне хӳхӗм сӑмахпа усӑ кураҫҫӗ т. ыт. те, ҫакӑ мана кӗнекери евӗрлӗ тата ытла та йӗрӗнмелле пек туйӑнчӗ. Атте пӗр ҫуллӑха хӑварчӗ; кӑҫал вара ҫураҫрӗҫ, кӗркунне параҫҫӗ. — Пӗтер, Павка, текех чӑтса тӑма хал ҫук, — йӑлӑнчӗ тар юхтарса ларакан Цветаев. — Авӑ! Ҫав туйӑма ӗнтӗ хӑвӑн пуҫна хыпаланӑ чухнехипе кӑна, е уру тупанне хуллен ҫеҫ пӳрнепе кӑтӑкланӑ чухнехи туйӑмпа кӑна танлаштарма пулать. Йытӑ мана сиссе тӳрех ман пата чупса пычӗ, мана ҫӑварне хыпрӗ те хуҫи патне илсе пычӗ, хӳрипе хавассӑн выляткаласа, ун ури патне ерипен антарса хучӗ. Ха-ха! Ӑҫта лартӑпӑр-ха ӑна? Сӑнакаларӑм паҫӑр сана… ӑссӑр тытатӑн хӑвна ху! Сасартӑк хохол:— Шарлас мар эппин? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ питӗ лайӑх тӑхӑннӑччӗ ҫав! — терӗ те Геркулес кӑкӑрӗ ҫинчи шурӑ ӳкерчӗке шывпа ҫума тапратрӗ. Алексей кӑртах сиксе вӑранчӗ те пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклерӗ. Виктори провинцийӗнче тивӗҫсӗр хаяр закон ҫӳрет, унӑн хаярлӑхӗ тарса тухнӑ каторжниксене ҫеҫ мар, наказанин срукне ирттернӗ каторжниксене те ҫавах тивет. — Киле-и? Темӗнле ҫӗнӗскер терӗ Мери Джейн мисс. Виҫӗ йӗкӗт ун ҫине пӗр харӑс пӑхрӗҫ, Рыбин, пуҫне усса вӑраххӑн ыйтрӗ: — Ку ӗҫе пуҫланӑ чух вӑл хӑй умӗнче мӗнле хӑрушлӑх тӑнине пӗлнӗ-и? Сайра-хутра ҫеҫ попугайсен кӗтӗвӗсем аякран илтеҫҫӗ, вӗсен тӗрлӗ тӗслӗ тӗкӗсем йывӑҫ хушшисемпе курӑнса юлаҫҫӗ. Ҫак симӗс храмра пуҫ пулса тӑракан тарӑн шӑплӑх фургон кустӑрмисем чӗриклетнипе те лаша урисем хаплатса пынипе анчах пӑсӑлать, кунсӑр пуҫне ҫулҫӳревҫӗсем хутран-ситрен сӑмах улӑштарса илни тата Айртон хӑй аллинчи наян вӑкӑрсем ҫине хистевлӗн кӑшкӑрса яни ҫеҫ илтӗнкелет. Вӗсем пурте сан ҫине пӑхаҫҫӗ, пӗр сан ҫине ҫеҫ: ҫӑлтӑрсен мӗнпур ӗҫӗ те пӗр-пӗрне савакансем ҫине пӑхасси кӑна, ҫавӑнпа та вӗсем илемлӗ те… — О, эсир тӗл пултӑр-и? Зеб кӗсьерен картсем туртса кӑларса, ӑна регуляторсен пуҫлӑхне тыттарчӗ. Генерал чӳрече умне пырса тӑчӗ. Озеров асӑрхарӗ, вӑл куҫҫулӗсене аран ҫеҫ чарса тӑрать. Нумайӑшне аса илчӗ пулас: ҫынсен паттӑрлӑхне ытараймасӑр хавасланни те, ҫапӑҫура вилнисемшӗн хурланни те пур-мӗн ун чӗринче. Ҫапла, ман шутпа, ку пулмасла япалана Том Сойер хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ, яланах вӑл ҫавнашкал айкашать. — Кай эсӗ шуйттан патне хӑвӑн ҫӗҫҫӳпе! — кӑшкӑрчӗ те хохол сасартӑк кулса ячӗ. Эсӗ сунара ҫӳренӗ куна, ман мустанг ӗрӗхсе кайнине астӑватӑн-и? Ҫапӑҫасса ҫапӑҫас пулать, анчах юн сахалтарах юхтӑр. Мӗнле лекнӗ вӑл унта? Анчах мӗне кирлӗ пулнӑ иккен кунта ман плакат, ҫакна ниҫтан тавҫӑрса илеймерӗм эпӗ, мӗншӗн тесен ораторсем пурте пӗртен-пӗр темле ультиматум ҫинчен калаҫрӗҫ. — Куртӑн-и, Людмила, эпӗ епле пилӗк чушкине те йӑлтах карта ӑшӗнчен сирпӗнтерсе кӑлартӑм? — теттӗмӗр. — Анчах мана пӗри тӗлӗнтерет. Анчах вӗсем те, пӗтӗмӗшпе илсен, хӑйсен ӗҫӗ шанчӑксӑра тухать тесе шутланӑ. — Пӑчланчӗ кӗнеке, ҫурса тӑкаҫҫӗ, — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Пурте ҫакӑ ман пирки… маншӑн… — Паллах, ӑҫта санӑн паллашмалла. — Карап ҫук пулсан, пӗртен пӗр виселица ҫеҫ юлать ӗнтӗ. Вӑл тепӗр темиҫе минутранах хӑйӗн тӳлеклӗхӗ ҫавраҫил пек ҫаврӑнса каясса, «турӑ юнӗ сыпнине» хӑй тутипе хӑех «вараласа» тӑкасса пӗрре те кӗтменччӗ. — Ерофей Кузьмич еннелле аллипе сулса кӑтартрӗ: — Ним те пӗлмест вӑл! Секунд хыҫҫӑн секунд иртет, питӗ хаклӑ вӗсем ҫапӑҫура. — Мӗнле шанчӑк пулассине пӗлместӗп. Халӗ ак вӗсем пысӑк куҫлӑ хӗрарӑм чӗринчен ҫав тери ҫепӗҫ туйӑмпа шӑранса тухаҫҫӗ, вӗсенче ҫав тери пысӑк тунсӑх: Варя, пилеш пек пӗчченскер, хӑйӗн катари юман пек упӑшкишӗн тунсӑхланине Алексей питӗ лайӑх ӑнланса илчӗ. Мӗншӗн? «Вӑт капла ӗҫ тухать! — терӗ тӗреклӗ хулпуҫҫиллӗ те мӑнтӑркка йӗкӗт. Ку ӗнтӗ ял ҫинче чи харсӑрри пулчӗ. Вӑл алхасакан хӗр ҫумӗнчен аяккарах куҫса ларасшӑн, анчах лешӗ ӑна хӑй ҫумӗнчен ямасть, ҫирӗп тытать. Корчагинран вӑл ун пек пуласса пачах та кӗтменччӗ. Виҫӗ пин халех тӳлес. Трайшейӑна ҫунӑк тӑпра муклашкисем ишӗле-ишӗле аннӑ, унтах йӳҫӗ тӗтӗм мӑкӑрланать. Вӑл ҫапла хӑмсарса илнине кура пурте, ятлаҫа-ятлаҫах, унталла та кунталла саланса пӗтрӗҫ. Ҫапла вара малалла ҫуран утма тивет. Унтан вара вӑрҫӑ… — Мӗнех вара, командир, эпир пуҫлама хатӗр. Пурте палуба ҫине тухрӗҫ те экспедицин ҫичӗ ҫынни яхта ҫинчен анчӗҫ. Эпӗ хресчен хӗрарӑмӗ пек тумланас тетӗп. Эпӗ хам валли ҫӑкӑр хамӑн вӑйӑмпа ӗҫлесе тупатӑп, ҫынсене хирӗҫ нимӗнле усал ӗҫ те туман, — тетӗп, — акӑ мӗн!» Ҫырӑвӗ ҫакӑн пек пулнӑ: «Хаклӑ сеньор! Ҫав купцасем кунта татах тепӗр хут килмӗҫ-и? «Ҫамрӑк Итали» йӗркеленнӗ малтанхи ҫулсенче Болла ҫав организаци членӗ пулман-и? Хӑй ҫулӗнчи пур ачасем пекех, Джек та каллех палуба тӑрӑх чупма, выляма, Дингӑна айкашма пуҫларӗ. Эпӗ ӑна сиввӗн сывлӑх сунтӑм, анчах ларма сӗнмерӗм, мӗншӗн тесен ҫакна тума мана намӑс пулчӗ, вӗсем сӗнмесӗрех ларма пултараҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ ҫӑмӑл тӑрантаса кӳлме хушрӑм. Эпӗ унӑн пурнӑҫне пӗрле пуҫтартӑм, акӑ халӗ ӑна ҫак пурнӑҫ, аслӑ ҫыннӑн пурнӑҫӗ иккенне кӑтартса паратӑп. Ситанов сылтӑм аллипе хӑмсарса ячӗ, мӑкши хӳтӗленмешкӗн сулахайне ҫӗклерӗ те, Ситановӑн сулахай алли ӑна тӳрех кӑкӑр шӑмми айӗнчен пырса лектерчӗ, вӑл хуллентерех ахлатса илсе, каялла чакрӗ те хӗпӗртенӗ пеклерех:— Ҫамрӑк пулин те ухмах мар! — терӗ. — Хаклӑ Анна Степановна, эпӗ Ледковпа ҫаплах вӑрах ларнӑшӑн мана тем пек ятламалла ӗнтӗ, — терӗм эпӗ, Анна Степановна патне ҫӗрле кӗрсе тухнӑ чух, вӑл мана кӗтсе сӗтелӗ ҫине ӗҫме-ҫиме лартнӑччӗ. Ҫапах таркӑнсем ку тарана ҫитсе те вӑрманти, шыври тискер кайӑксемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулмарӗҫ-ха. Док хапхисене питӗрнӗ пулнӑ. Вӗсем колибрие «хӗвел пайӑрки» тата «хӗвел кӑтри» тесе чӗнеҫҫӗ. Елена чарӑнса тӑчӗ, йӗри-тавралла пӑхкаларӗ… — Батюшка, Петр Андреич! — тесе кӑшкӑрать манӑн тарҫӑ. — Ан хӑварсам мана, ват пуҫа, ҫак мошен… хушшине. — А, ват супнӑ! — терӗ ӑна Пугачев. — Каллех пӗр-пӗрне курма тӳр килчӗ. Унта памаллине пӗлеҫҫӗ. Кӗтсе тӑракансем шӑпах пулчӗҫ. Паллах, вӑл ялан ҫапла пӗр евӗр тӳлек те кӑнттам пулни ывӑлӗн аталанакан кӑмӑл-туйӑмне нимӗн те пама пултарайман. Хӗрарӑмсене йӑтса кӑларчӗҫ, экспедицинчи ҫынсем пурте хӑйсен хӗҫпӑшалӗсемпе тата апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсемпе Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне тухрӗҫ. Ҫине вӑл хӗрхӗлтӗмрех пысӑк шакмаклӑ сӑрӑ пиншак, сенкер-кӑвак тӗслӗ тӑвӑр шӑлавар тӑхӑннӑ, галстукӗ вут пекех хӗрлӗ, ҫӳҫне варри тӗлӗпе уйӑрнӑ та ҫупа йӗпетсе туранӑ, хайӗнчен вара пӗтӗмпех перс сиренӗн шӑрши ҫапать. Вӑл хӑйӗн куҫӗ умӗнче темӗнле тӗттӗм стена икке сирӗлсе, анлӑ та вӗресе тӑракан тӗнчен инҫетри пуласлӑхӗ ҫав хушӑк витӗр йӑлтлатса илнӗн туйӑннӑ пирки хӑраса ӳкрӗ. Чӑнах ӗнтӗ, ҫав тӗнче ӑна тахҫантанпах илӗртет. Ҫавна вӑл малтанах асӑрхаман, анчах ватӑ сад сулхӑнӗнче, пӗр пӗччен сак ҫинче, пулас ҫук ӗмӗтсемпе сӗмленсе час-часах сехечӗ-сехечӗпе ларса ирттернӗ. Унӑн ӑс-тӑнӗ ӑна инҫетри уҫӑмлӑ сӑнсене эрешлесе кӑтартнӑ, анчах суккӑр валли унта вырӑн пулман… Халь ӗнтӗ ҫав тӗнче ун патнех ҫывхарчӗ; вӑл ӑна илӗртет кӑна мар, вӑйпах туртса илме те хатӗр тейӗн. Вӑл хӑвӑрт кӑна Петр ҫине пӑхса илчӗ те, чӗрине темӗн чиксе ыраттарса кайрӗ. Петр ним хускалмасӑр, шухӑшлӑн ларать; унӑн пӗтӗм кӳлепийӗ йывӑрланнӑн туйӑнать, вӑл хӗрӗн асӗнче темӗнле тӗксӗм пӑнчӑ пек тӑрса юлчӗ. «Вӑл… йӑлтах ӑнланать», — ҫиҫӗм евӗр хӑвӑрттӑн шухӑш вӗҫрӗ хӗр пуҫӗнче, вара ҫан-ҫурӑмӗ сӳлетсе илчӗ. Чӗрене юн тапса тулчӗ, пичӗ сасартӑках шуралса кайнине туйрӗ вӑл. Самантлӑха вӑл хӑйне лере, леш инҫетри тӗнчере пек, е, ҫук-ха, ҫак суккӑр ача ун умӗнче лере, юхан-шыв хӗрринчи ҫӳллӗ ҫыран ҫинче макӑрнӑ чухнехи пек туйрӗ, анчах Петр пуҫне усса кунтах ларать. Ҫавӑн пекех тата малалла мӗн пулнине те: Генри ухмахла ҫав юрӑхсӑр ҫын хыҫҫӑн кайнине тата мӗн шухӑшпа кайнине те никам та пӗлмест. — Сывалчӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран, хӗпӗртенипе аллинчен ярса тытса. Сирӗн тӗлӗшпе — хаҫата телеграфларӑм, «Ҫул ҫинче ҫырса пынисемшӗн» пысӑк сумма илетӗр. Венчет тӑваҫҫӗ те киле вӗҫтереҫҫӗ, вара, калас пулать, ӗҫӗ те пӗтрӗ, парти вӑл, хӗрӗм, — ҫавнашал музыка, пӗр сӑмахпа каласан, музыка… — Политика пирки, теҫҫӗ. Эппин, шӑтӑка тулти шыв шайӗнчен аяларах шӑтарчӗҫ, вӑл тул енче шыв айне тухрӗ… — Калӑр, Айртон, — терӗ Гленарван. Бородин генерал Озеровпа икӗ сехете яхӑн калаҫрӗ. Мана палласа илеймерӗ. Эпӗ хамӑн шухӑша пиччене каласа паратӑп, анчах вӑл пуҫне ҫеҫ сулать. Ҫапах та эпӗ хама хам йӑнӑшмарӑм тесе шанатӑп. Варшава патнех ҫитнӗ хӗрлӗ армисем, хӑйсен вазисенчен татӑлнипе, пур хатӗрсене тата вӑйсене пӗтерсе, тӑшманӑн юлашки крепоҫне илеймерӗҫ, каялла чакрӗҫ. «Ҫапах та?» «Епле-ха улпута чураран уйӑрса илеймӗн. Тен, ун чӗрӗпӗ хӗлле ҫывӑрманнине асне илчӗ пуль е икӗ эрне шетникре ларса начарланнӑ пуль, курӑнасса вара ытла имшеркке курӑнать. Художник пуҫне форточкӑран кӑларса нумай вӑхӑт хушши пӑхса тӑчӗ. Миллиард тетраде шутласа кӑларас тесен, аллӑ ачаран тӑракан пӗр класӑн, канмалли кунсӑр-мӗнсӗр, кунне ултшар сехет ӗҫлесе, виҫӗ ҫул ытларах вӑхӑт ирттермелле пулнӑ пулӗччӗ, кашни ачан вара сехетне виҫшер пин тетрадь шутлама тивет. — Эсир Мускавра пулнӑ-и, доктор? Ман шутпа, партине савӑнӑҫлӑ, ман пек йӳрӗк ҫынсене илмелле, атту унта ӑс-тӑнлӑ чӗмсӗрсене, темле тӑлмачсене пухса тултараҫҫӗ те, мӗн усси пур вӗсенчен? — Макар! «Эсир тинӗс хӗрринчи тӗттӗм кӗтесре вилме хатӗрленетӗр пулсан, хӑвӑр тупӑкӑра ман ҫырусемпе витме хушӑр. Эпӗ вӑл пит йӑнӑшнине ӗнентерме тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен хам пурӑннӑ ҫӗршыва тинӗсе пырса ӳкиччен мӗн пурӗ те ик сехет ҫеҫ малтан пӑрахса хӑвартӑм, терӗм. Колхозран хӑваласа кӑларатпӑр тата суда паратпӑр. Вӑл-ку пулас пулсан, хамах хӗнесе пӑрахӑп… Ҫывӑрать, — ҫывӑр, ачам, санӑн чунна савӑнӑҫлӑ тӗлӗк хупласа илтер, сана ху илес хӗр тӗллентӗр, пуринчен те чи чипер хӗр, король хӗрӗ, пуян хӗр, купца хӗрӗ тӗллентӗр! Механик ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: Тӳпе ывӑлӗсем вилнӗ; ҫавӑнпа та вӑл кимме кӗрсе ларнӑ та Аэлита пытаннӑ ҫӗрелле вӗҫнӗ. Акӑ — вӑл, акӑ вӑл — тамӑк. Ку вырӑн питӗ лайӑх, кунта аппа темиҫешер сехет тӑрса ирттерет, терӗ Софья Ивановна, анчах вӑл княгиньӑна хӗпӗртеттерес шутпа ҫеҫ ҫапла калани курӑнсах тӑчӗ. Фома пахчана тухнӑ, вӑл шӑп ашшӗ вилнӗ вырӑна пырса ларнӑ. — Ӑна тӳрлетме пулать. — Тимка Гараев пиччӗшӗ. Унтан мембрана ытлашшипех хыттӑн чӗтренме пуҫларӗ. Вӗсен пӗвӗсем пӗр пекех пулнӑ. Ытах та эп начар вӗренес пулсан, вӑл мана тахҫанах хуса кӑлармалла. Анчах та, хам тӑвас тенине эпӗ ҫирӗппӗнех йышӑннӑ. Сирӗн сӑмах — маншӑн закон. Чӑтса ирттерме пултарайрӗ-ши вӑл?.. Вара вӑл, ҫав таҫтан тапса тӑракан ҫӑлкуҫӗсене шыраса тупма, суккӑр ача ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса, вӗсене… яланлӑхах питӗрсе лартма пикенсе пӑхрӗ. Хура кипариссем акӑш-макӑш пысӑк мӗлкесем пек тӑсӑлса юмахри пек ҫӗкленнӗ. Вилмелле пулсан вилес! Вӑл пӗлет: «Пилигрим» арканнин пӗртен-пӗр айӑплӑ ҫынни — ҫак путсӗр! — Ха, сана та ӑнлантарса памалла-им? Ҫавӑн чухлӗ пыра тӑрантарма вӑй ҫитеймен унӑн. Унтан — тӑван ҫӗршыва тӑврӑнни, пушанса юлнӑ, пӗтнӗ пурнӑҫ, кӑштӑртатса, ӑна-кӑна тӑвас тесе тӑрӑшни, мӗншӗн ун пек турӑм-ши тесе усӑсӑр аса илни, ҫавӑн пекех усӑсӑр манӑҫа тухни — епле тавӑрчӗ ӑна пурнӑҫ, кашни минутра, пӗрмаях… кӑшт ҫеҫ, анчах нихҫан та тӳрлетме ҫук суран пек, ҫынна парас парӑма пӗрер пусӑн парса пынӑ пек пулчӗ ун пурнӑҫӗ… — Эпӗ хӑйне улталанине вӑл пӗлмест тетӗн-им? — терӗ вӑл куҫне хӗссе ӳсӗркелесе. Кӗсменпе тӗксе ҫыранран пӗр-ик утӑм уйрӑлтӑм, кимме ҫыран ҫумӗпе шутартӑм, хам пӗрмаях йывӑҫ мӗлкисем айӗпе пытанса пыратӑп. — Нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Таҫтан ҫырма вӗҫӗнчен, унӑн тӑмлӑ варрипе, ҫӑл куҫӗнчен юхса тухакан шыв шӑнкӑртатса выртать. Кӑлӑхах! Ҫав япалан пафосӗпе моралӗ Томшӑн нимӗн те мар пек туйӑнчӗ. Пӗтӗм тӗнчери халӑхсем умӗнче ҫав пысӑк ӗҫе ачан тума тивни ҫеҫ Тома тӗлӗнтерсе ячӗ, унӑн куҫпуҫӗ ҫутӑлса кайрӗ, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче: «Арӑсланӗ алла вӗреннӗскер пулас пулсан, эпӗ хам та ҫавӑн пек ача пулма хатӗр», — терӗ. — Мӗн тӑвас-ха? Вӑл, урисемпе хытӑ та хӑвӑрт тапӑртаттарса, кайӑк пекех хӑвӑрт вӗҫрӗ, урисем сасартӑк икӗ хурҫӑ пружина евӗрлех ҫирӗпленчӗҫ. Офицерсен обществинче ялан пулнӑ пекех, дамӑсем арҫынсенчен уйрӑм, хӑйсене пӗр ушкӑнраччӗ. Эпӗ тӳрех калатӑп, ку сӑмахсем мана санран пистерчӗҫ, ӗнерхи позицисем ҫинчен шухӑшласа пӑхма тивет. Дубава ун ҫине алне сулчӗ. Декабрӗн пиллӗкмӗшӗнче Папа облаҫӗнче, пӗтӗм Апеннин тӑвӗсем тӑрах питех те вӑйлӑ политикӑллӑ пӑлхавсем пуҫланнӑ; ун чухне вара нумайӑшӗ Пӑванӑн мӗншӗн-ха хӗл варринче сасартӑк тинӗс патне канма каяс килнине тавҫӑрса илме пуҫланӑ. Эпӗ нимӗн те тавӑрса каламастӑп. Ӑна Пӑван унччен ҫырнӑ пекех, ҫав тери йӗплӗ, питӗ хаяр чӗлхепе ҫырнӑ; анчах Пӑван ҫырни Джеммӑна хытӑ ҫиллентернӗ пулсан та, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ҫав критика тӗрӗс пулнипе килӗшмесӗр пултарайман. Тутлӑ та сӗтеклӗ апата виҫӗ сехете яхӑн ҫирӗҫ; унтан, ӳсӗррисене килӗсене ӑсатса пӗтерсен, ҫамрӑксем таса та типтерлӗ тумланнӑ Серафим платник тавра пухӑнчӗҫ. Вӑл вӗсене, пӗчӗк ачасене вырттарнӑ пек, ҫывӑрма вырттарчӗ, пӗрине — урайне, теприне — койка ҫине, вӗсем харлаттарма тытӑнсан, ҫенӗхе тухрӗ. Хӳшше лайӑххӑн пӑхса ҫаврӑнма та ӗлкӗреймерӗ Андрей, чун-хавалӗ ҫӗкленнине туйрӗ, ҫӗнӗ юлташсем хушшинче, пӗрре хӑнӑхса ҫитнӗ салтак пурнӑҫӗпе пурӑнма питӗ аван-мӗн. Ман вырӑнта, ман пекех турра ӗненменни мар, урӑх ача пулнӑ-тӑк, эпӗ чӗрчунсене, ҫутҫанталӑка пуҫҫапакан ҫын пулӑттӑмччӗ-и тен. Ун чухне вара эпӗ яланах шапана, лашана, мулкача ӗненсе пурӑнӑттӑм. Зал тӑрӑх симӗс ҫухаллӑ, кӑкрисемпе хырӑмӗсем ҫине ылтӑн тӳме лартса тултарнӑ служащисем пӗр сасӑсӑр чупкалаҫҫӗ. Лука пур, казак, манӑн кӳршӗ, тӑван, хай чеченеца вӗлернӗ маттур ача, тахҫанах хӑтана ярать; анчах ҫаплах памасть. Кольхаун ӑна суйласа илме шут тытнӑ. Вӑл мексиканеца хӑй патне чӗнтернӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара вӗсем темиҫе хут та тӗл пулнӑ, пӳлӗмре питӗрӗнсе ларса калаҫнӑ. Анчах та ку ашшӗне илемлетмен, унран йӗрӗнессине пӗтерсе лартман, кунта темле кӳрентерекен, кӑмӑла хуҫакан япала пулнӑ. Мӗн тума кирлӗ вӑл? Баб-эль-Мандеб ҫывӑхӗнчи Пунтран — сайра тӗл пулакан ырӑ шӑршӑллӑ нард, алоэ, хӑмӑш, киннамон, шафран, амбра, мускус, стакти, халван, смирнӑпа латӑн, — ҫак хаклӑ япаласене хӑйсен аллине ҫавӑрса илессишӗн пӗр хут кӑна мар юнлӑ вӑрҫӑсем пуҫара-пуҫара янӑ Египет фараонӗсем. — Эсӗ мӗн тата? — тӗлӗннипе куҫхаршин хуп-хура ҫунаттисене ҫӗклентерсе илчӗ хӗрарӑм. Нуша патне ҫитсе тӑмасӑр ҫав кӗмсӗркке морякпа калаҫма шутламан вӑл. Ҫапах Гленарванпа иккӗшӗ те вӗсем палуба ҫинчен каймарӗҫ. Унтан кӑнтӑрла тӗлӗнче эпир округри суд тӑракан Эюльберг ятлӑ яла ҫитрӗмӗр. Ку ял ҫыннисен чиркӳ тӑррине лартмалли сехет илмелӗх укҫа пулнӑ пулсан, ҫак вӑхӑтра вуниккӗ ҫапнӑ пулӗччӗ. — Каҫчен лапас хыҫӗнчи лаптӑка пӗтерейрӗпӗр-и? — терӗ вӑл, йӗпе сухалне шӑлса. Ашшӗнчен, унӑн уҫса янӑ, кӑвакрах ҫӳҫпе витӗннӗ, супӑньтен йӑваласа тунӑ пек курӑнакан кӑкӑрӗнчен йӗрӗнес туйӑм та Якова пурӑнма кансӗрленӗ, ҫав туйӑма пытарма, курӑнми тума йывӑр пулнӑ. Чаплӑ та вилӗмсӗр Кювье шухӑшласа ӳкерсе кӑтартнӑ авалхи вӗҫен кайӑксенчен пӗри мӗншӗн-ха хӑйӗн ҫуначӗсемпе ҫирӗп сывлӑша ҫурса, ҫакӑнта вӗҫсе ҫӳреме пултарас ҫук? Мӗншӗн-ши? Ҫыран хӗрринче яхта валли нимӗнле хӳтлӗх те: ни залив, ни бухта, ни ҫын вӑйӗпе тунӑ порт та ҫук. — Хуралта пурӑнатӑп. Ыталашаҫҫӗ те юрлаҫҫӗ. Эпӗ пит асӑрханса пӑртак сикрӗм, вӑл ман алла тытрӗ те, ӑна пӗчӗк сивӗ пӳрнесемпе ачашласа шӑлса ыйтрӗ: — Сана ҫавна мана каласа кӑтартмашкӑн, никам та вӗрентмерӗ-и, ҫук-и? Экипажсене тул ҫутӑличченех вӑратрӗҫ. Сасартӑк таҫтан Игнат сиксе тухнӑ, вӑл матрос патне пырса:— Мӗн ҫинчен калаҫатӑн ҫак эс? — тесе сулхӑммӑн ыйтнӑ. Пӗлӗт ҫурӑкӗнчен, хӗвел хӗрлӗрех-сарӑ тӗспе сӑрланӑ хушӑсенчен, хӗвел ури пайӑркисем, сарлака веер майлӑ сапаланса, ҫӗр ҫинелле чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ. Наука сӑмахӗсемпе пичче мана нимӗн чӗнейми туса хучӗ. Тискер ашак кӗтӳ хыҫҫӑн хӑваласа пынӑ чух лашасене нимле вӑй та чарас ҫук. Гек баркӑн шкафучӗ ҫинче урисене шывалла усса ларать, унӑн сӑнӗ-пичӗ питех те салху. — Эпӗ хам ҫинчен каламастӑп; анчах ку Анна Сергеевна умӗнче ҫав тери кӑмӑллӑ пулмасть, вӑл сана курасшӑн пулатех. Катя ҫав-ҫавах чипер, Мими ҫав-ҫавах ырӑ та салху. Тапӑнакансем хӑйсем шӑтарнӑ шӑтӑк витӗр ҫав лутра маччаллӑ пӳлӗме лекме шутланӑ та ӗнтӗ. Тӗттӗм пулсан таврӑнатӑп — каллех тӑраҫҫӗ! Хӑнине пӑхман хуҫа «Хӑравҫӑ! Инкек тавраш ан пултӑр тесе, эпӗ тӑварне хӑвӑртрах чӗпӗтсе илтӗм те сулахай хулпуҫҫи урлӑ ывӑтма тӑтӑм, анчах Уотсон мисс ҫакна асӑрхарӗ те мана чарчӗ: «Аллуна ил, Гекльберри, — терӗ. — Ҫук, Уэлдон миссис. Яков Лукич куҫне айккинелле пӑрчӗ. Корчагин «чемпион» ятне ҫухатрӗ, анчах ҫак пӗчӗк чыслӑха ҫухатнӑ вырӑнне Иннокентий Павлович каярах на уншӑн хаклӑ та ҫывӑх ҫын пулса тӑчӗ. Эс халь ҫеҫ хупах майри патӗнчен тухнине пӗлнӗ пекех пӗлетӗп эпӗ ӑна». Каторгӑна илсе пыракан вунпилӗк кунран мана акӑлчансем Ҫӗнӗ Зеландие, Окленда, каякан карапӗн трюмӗнче пытанса юлма май килчӗ. Чӑн та, госпитальте апат-ҫимӗҫе ҫирӗп йӗркепе ҫитерни, апатне майӗпен хушса пырса ытларах та ытларах пани унӑн вӑйне ӳстерсех пычӗ, перевязкӑсем вӑхӑтӗнче халӗ вӑл ҫав тери ырхан пулни те ҫамрӑк практиканткӑсене хӑратсах пӑрахмарӗ. — Урӑх эпӗ санпала калаҫмастӑп та. Эпӗ санпа ӗмӗр-ӗмӗрех вӑрҫӑллӑ пулатӑп. Quelle humiliation!» Унтан Николай Артемьич хыттӑн: un Iaquais! терӗ те, хаклӑ чулсенчен тунӑ мӑй ҫыххине питӗрсе илсе, Аннӑ Васильевна патне кайрӗ. Сулӑ патӗнчен шырама тытӑн. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл мана пӗр ытам утӑпа пӗр виҫе сӗлӗ кӑтартрӗ. Ҫутӑ ярӑмӗ выртать, вӑл ҫутатнӑ вырӑна тӗттӗмрен халиччен курӑнман хура та чӗмсӗр, ҫӗрлехи кӑпӑш чаршав пӗркеннӗ карапсем тухаҫҫӗ. Вӑл мана паллаймарӗ курӑнать. 7. Асӑннӑ Ту-Этем ерҫнӗ вӑхӑтра пирӗн рабочисене тӗп парк тавра хӳмесем ҫавӑрнӑ ҫӗрте пулӑшма, пуринчен ытла йывӑр чулсене ҫӗклеме пулӑшӑп тесе сӑмах парать. Ҫак пушар та хушнине илтменшӗн, пӑхӑнманшӑн панӑ наказани мар-ши? Кунта та йӑлисене нимӗн пӑркаланми, мӗнпур кӑмӑлтан киленсе туса пынӑ, килте пурӑнакансен мӗнпур пек ирӗклӗ вӑйӗ ҫав йӑласене тытас ҫӗре кайнӑ. Хӑвӑр умӑртан иртсе каякан чӑлт шурӑ перчетке тӑхӑннӑ офицер сӑн-питӗнче те, баррикада ҫинче чӗлӗм туртса тӑракан матрос сӑн-питӗнче те ҫавнах куратӑр эсир. Халиччен Собрани пулнӑ ҫурт крыльци умӗнче носилкӑсемпе кӗтсе тӑракан салтаксен сӑн-питӗнче те, хӑйӗн шупкарах хӗрлӗ кӗпи йӗпенесрен шикленсе, пӗр пӗчӗкҫеҫ чул ҫинчен теприн ҫине сике-сике, урам урлӑ каҫакан хӗр сӑн-питӗнче те ҫавнах куратӑр. — Ӑнсӑртран пек темелле те, анчах паллах ҫав: салтака каясран хӑрать. Вӑл ӑнран кайнӑ. Катя пӑрахса кайнӑ та, вӑл ӑнран кайнӑ. — Ан шарла, старик, — терӗҫ ӑна хирӗҫ. Тайӑлкаласа, Муани-Лунга хуран патне ҫывхарчӗ. Вӑл халӑха мӗн те пулин питех пысӑк ӗҫ ҫинчен: Римра ҫӗнӗ реформа йышӑнни е святой атте ятарласа чӗнсе калани ҫинчен пӗлтерет пулас, тесе шухӑшларӗҫ вӗсем. Ҫамрӑксене ҫав тери илӗртнӗ Сечь ҫакӑн пек пулнӑ ӗнтӗ. Генриха вӗлерсен, эпӗ салхун макӑрса ятӑм тата Равальяка курайманнипе шӑлсене шатӑртаттарса илтӗм. Ҫав мӗскӗн пӳртсене пӑхсан, иртен-ҫӳрен хӗрхенсе пӗр татӑк ҫӑкӑр парса хӑварса кӗтсе тӑнӑ пекех туйӑнать, чӑнах та ҫапла шухӑш пуҫа та пырса кӗрет. — Эсир, Ермолай Петрович, улпута вӑратӑр-ха: ав, ҫӗрулми пиҫсе ҫитрӗ. Ҫапла, сэр, эпӗ повар тупрӑм тесе шутланӑччӗ, анчах эпӗ пӗтӗм командӑна тупнӑ мӗн. Ҫав вӑхӑтра эпӗ юханшыв шырама кайса килӗп — вӑл кунтан инҫех пулма кирлӗ мар. Вӗсем хыҫӗнче вӑрӑм йӗпе пӗрене чӗтренет е хӑма купи вӗҫӗсемпе ҫӗре хыттӑн ҫапӑнса пырать, юнашар вара, тилхепине усса, Николай утать. «Эпир, тӑванӑм, темле ветерансем пек, резервӑра», пӑшӑлтатрӗ Шубин Берсенева. Лось пуҫне ҫатӑрласа тытрӗ, чул ҫине ларчӗ. Купсан укҫа нумай, пӗрле пайлӑпӑр тенӗ ӗнтӗ… — Пурте, ара. Ҫурри ҫарамасланнӑ Жорж урайне сиксе тӑчӗ те иккӗ сиксех хӗрарӑм умне пырса чӗкуҫленсе ларчӗ, ӑна французла темскер калама тытӑнчӗ. — Пире хамӑра округпа край хӗстереҫҫӗ, сывлама памаҫҫӗ пулсан, епле васкас мар? Алексея лӑпкӑ пек пулчӗ, вӑл комбинезон ҫухине вӗҫертрӗ те гимнастёрка кӗсйинчен темиҫе кивӗ ҫыру кӑларчӗ, вӗсене пурне те пӗр алӑпа тӑрӑшса, саспаллисене шӑрҫалатса ҫырнӑ; ҫырусемпе пӗрлех чечек тӗрӗллӗ платье тӑхӑннӑ ҫинҫешке хӗрӗн сӑнӳкерчӗкӗ тухрӗ; хӗр, урисене хуҫлатса, курӑк ҫинче ларать. — Ӑҫта эпӗ? Леш, паллах, тарӑхса каять, мужик ҫине сиксе ларас пек вӑрҫма пикенет… Ҫакна илтсен кӗтӳҫ улла — йывӑҫ шӑхлич (ун айӗнчи виҫ кӗтеслӗхре темиҫе хӗлӗх карнӑ) — илет те вӗчӗхекенсен, тарӑхакансен, аптӑракансен хушшине кӗрсе ларать, кӗвӗ калама, юрлама пуҫлать. Ку — Гусев. Хӑйне каҫарсан, Джо хӗпӗртерӗ, юлташӗсем кӑшт ҫеҫ ӑна шанманнине палӑртрӗҫ: «Эсӗ хӑравҫӑ пек килшӗн хуйхӑратӑн», — терӗҫ ӑна. Ҫӗнтерӳ пирӗнте пулать! — Васька! мӗншӗн сармастӑн эсӗ? Вӑл ерипен калать: «Акӑ мӗн, ывӑлӑм, эсӗ ӗнтӗ вун виҫҫе пусрӑн, ман хыҫҫӑн эсӗ хуҫа вырӑнне юлатӑн, асту: мана Аверьян Архиповпа унӑн икӗ пиччӗшӗ, Афанасийпе хӑрах куҫлӑ Сергей, хӗнерӗҫ. Ҫын сасартӑк шӑпланчӗ. Мӗншӗн сутатӑн-ха эсӗ? — Эсир ав — шӗвӗ юнлӑ ҫынлӑскерсем анчах! — Ҫапла та пулӗ. Пурнӑҫра эсӗ маншӑн — ҫурӑм ҫинчи ытлашши ҫӗклем. — Фазана лартрӑм, — пӑшӑлтатрӗ старик, йӗри-тавра пӑхкаласа тата ҫӗлӗкне пичӗ ҫинелле антарса лартса. Йӑрӑмлӑ кит сахалтан та пӗр сакӑрвунӑ фут тӑршшӗ вӑйлӑ чӗрчун иккен. — Юрӗ! «Нимӗн те калаймӑн, пирӗн ҫыру хӑйӗн ӗҫне шутсӑр аван туса пачӗ, — терӗ Том, — кунтан лайӑхрах пулма та пултараймасть, — тет. Адресне вулама ҫук, ӑна сарӑхса кайнӑ хулӑм конверт ҫине, тӳп-тӳрӗ те ҫирӗп почеркпа ҫырнӑ. Пулӑҫсем ҫакна «кит шӳрпи» теҫҫӗ. — Раксем! — терӗ Уэлдон миссис. Намӑса пӗлӗр! Эсир ҫынсем мар, тискер кайӑксем! Ҫын вӗлерекенсем! Эпӗ каллех тӑнсӑр пуласса, унпа пӗрле пӗтӗмпех пӗтесси ҫывхарасса сисетӗп, анчах ҫав вӑхӑтра манӑн хӑлхана вӑйлӑ сасӑ пырса кӗчӗ. — Пулмаҫҫӗ… — тенӗ Игнат. Унтан, пӑртак тӑхтасан: — Тинӗс шывӗ йӳҫек — ӑна ӗҫме юрамасть, — тесе хушса хунӑ. Тепӗр кун вӗсен шӑммисене ҫеҫ тупайнӑ. Вӑрттӑн ӗҫ паллӑ пулса тӑрать Айӑпланакан калама пӑрахрӗ. Якова ҫав суялӑха унӑн йӑмӑкӗ те пӗлсе тӑнӑ пек туйӑннӑ, вӑл салхуллӑн пурӑннӑ, питӗ сахал калаҫнӑ, питӗ час-час тарӑхнӑ тата политика ҫинчен хӑйӗн хаваслӑ упӑшкипе мар, пуринчен ытларах Миронпа калаҫнӑ. Юлашкинчен, вӑл Гленарвана ҫеҫ итлесе, вӑл мӗн ыйтнисем ҫинчен ҫеҫ каласа пама шутларӗ. Эсир ултӑ ҫынтан пиллӗкӗн аманнӑ. — Ав тӗрлӗрен чӑнкӑр-чанкӑр мӗн чухлӗ пирӗн… пурне те хисепре тытмалла, тасалӑх, йӗркелӗх кирлӗ… — Ҫук, — терӗ ҫирӗппӗн профессор. Ҫав тамӑкри пек шавланӑ вӑхӑтра ҫӑвар уҫма та май пулман. Ӗҫленӗ хушӑра пӗр Умрихин ҫеҫ тӳсеймесӗр, темӗнле вӑраххӑн сӑмах хушса илчӗ. Соколов каласа панинчен Огнянова пӗтӗмпех паллӑ пулса тӑчӗ. — Хам пӗлнӗ пек калаҫатӑп ӗнтӗ… — тытӑнчӑклӑн тавӑрнӑ Ефим. Мана хӑваласа яраҫҫӗ ӗнтӗ тесе шутларӑм эпӗ, анчах тепӗр кунтан вара кухняна хулӑм хут тӗрки, карандаш тата угольникпа линейка тытса кӗчӗ. Тӑшмансем пӗтӗм хӑвӑртлӑхпа пӗр-пӗрине хирӗҫ ыткӑнса пычӗҫ. Фома ура ҫине тӑнӑ, картузне ывӑтса тӑхӑннӑ, унтан старик ҫине курайманлӑхпа пӑхса илнӗ. Пурӑллӑ прерире ҫухалса кайни Зеб Стумп хӑй пытаннӑ ҫӗртен аяккалла каякан юланут хыҫҫӑн нумайччен пӑхса тӑнӑ. Ҫак сӑмсахсене протуберанецсем тенӗ. — Яра пар! — тесе кӑшкӑрчӗ Джон механика. Станца пуҫлӑхӗ ним ответ памасӑрах зала кӗрсе кайнӑ. Корчагинӑн чӗри тем тӗрлӗ вӑйлӑ тапать. Тӳррипе, хамӑр хушӑмӑрта каланӑ пек каласан, япала тӗлӗшӗнчен ҫынсен кӑмӑлӗ пачах вырӑнсӑр пулать, сунарҫӑ пулсан — кашкӑр тытакан йытӑ е пӳлӗмре пурӑнакан йытӑ усра, вӗсемшӗн пилӗкҫӗр тенкӗ те ан хӗрхен, пин тенкӗ пар, анчах лайӑх йытӑ пултӑр. Ӑна ним каласа йӑпатмалли те пулмарӗ — эпӗ хам та хулара пурӑнассинчен хӑраттӑм. Телейлӗ пулӑн, пуян пулӑн… — чӑн-чӑн чикан сассипе кӗлмӗҫленсе юрласа ячӗ вӑл. Ҫынсем ун патне жалобӑсемпе пыраҫҫӗ, хӑйсен ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартаҫҫӗ, канаш ыйтаҫҫӗ; вӑл фронта ҫырусем ҫырать, облаҫра тухса тӑракан хаҫата статьясем ҫырма пулӑшать е Корытов патне докладной запискӑсене епле ҫырмалли ҫинчен шухӑшлать. Чурасем ҫавнашкал йӑнӑшсем час-часах тӑваҫҫӗ. Эпир Гаттерас капитан пек (Петька мана ун ҫинчен темӗн те каласа панӑ, хӑшпӗр вырӑнсене Жюль Верн тӗлӗкӗнче те курман пулӗ) малтан малалла каятпӑр. — Пӗр минут та чарӑнса ан тӑрӑр, «Дункана» часрах Туфольд бухтине ҫитерӗр, пире унта тупаймасан, вара вӑл хӑй пире хирӗҫ тухтӑр. Паянхи пек шӑрӑх кун мистер Стумпӑн пит ӑш хыпма кирлӗ. — Кунта Таука, унта пампассем, — терӗ вӑл тата, аллипеле аякран ҫавӑрса илчӗ те, вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳрем ҫӗр ҫине кӑтартрӗ. Аэлита тӗкӗр умӗнче чавсаланчӗ, пит ҫӑмартине ал тупанӗ ҫине хучӗ. Ӑна Пью тесе чӗнетчӗҫ. — Ҫук, — терӗм эпӗ юлашкинчен, — тата тарӑнарах каятпӑр. — Ку вӑл утрав анчах пулнӑ. Унашкал сӗтӗрттерни ниме те тӑмасть. Вырӑс чунне, юрлакан чуна, таса аслӑ чуна, ирӗк парӑр! Эпӗ хыр айне пырса ун вулли ҫумне сӗвенсе тӑтӑм та хураллама пикентӗм. Ме сана укҫа, виҫӗ карланкӑ чухлӗ кӳп, хӑвӑн арӑмна тӑхӑнса савӑнмалӑх пурҫӑн чӑлхасем илсе пар, анчах хӑвӑн пуҫ мимине тӗнчери революцие усӑ кӳме ӗҫлеттер, хӑвӑн инженер ӗҫӗсене ту!» — теҫҫӗ. Ҫапла вара крушени пулнӑ вырӑна виҫ сехетрен тин влаҫри ҫынсем ҫитрӗҫ. Никам та! вӑй ҫитерес ҫук вӗсен шӑшинни пек кӑмӑлӗ ун пек вилме!» Вӗсем кайса киличчен Паганель ҫителӗклех типӗ мӑк хатӗрлерӗ. Кунта Белецкий вырнаҫнӑ. Стефчовах ав, тискер кайӑк тӑванӗ, мӗнле чӑтаймасӑр кӗтет пуль-ха Бойчона вӗлерессе! Вӗсем Богдан тӑвӗн ҫурҫӗр енӗпе хӑпарма шут тытрӗҫ, унта вӗтлӗх пусса илнӗ, бук вӑрманӗ те ҫӑра. Ҫав сӑртран ансан, вӗсем яла тепӗр енчен пырса кӗреҫҫӗ. Самолёта тытса пырас процеса хӑй шухӑшӗпе уйрӑм пайсене валеҫсе, вӑл кашнинех уйрӑм-уйрӑмӑн хӑнӑхса пычӗ. Андрейӗн сунарҫӑнни пек ҫивӗч куҫӗсем кӑна ҫапла кӗҫӗн алӑк умӗнче тӑракан ҫын аллинчи ҫӗҫҫӗн шап-шурӑ ҫивӗчӗшне курса илме пултарнӑ. — Ах! — нӑйкӑшса ячӗ те салтак, сасартӑк чарӑнса, хӑранипе пӗр вырӑнта сиксе чӗтӗреме пуҫларӗ. Анчах сасартӑк чӑн-чӑн Сен-Жером хулӑ тытса кӗҫ-вӗҫ кӗме пултарасси ҫинчен шухӑшласа илетӗп те, каллех хам тӑван ҫӗршыва ҫӑлакан генерал мар, чи мӗскӗн, чи хурлӑхлӑ чун пулнине куратӑп. Панкратов ҫилӗллӗн мӑшлата-мӑшлата малалла калать: — Малтан ман ӗҫсем яп-яках пычӗҫ. Пӑван чӗнмерӗ. Кӗтсен-кӗтмесен те санран тӗрӗс сӑмах илтес ҫук! «Панран пулӑшу ыйтатӑп!» терӗ жид: ак ют ҫӗртен князь килнӗ, вӑл козаксем ҫине пӑхса илесшӗн. Эй, турӑҫӑм! Ҫурӑм ҫине выртса, урисене — пӗрре пӗрине, тепре теприне йӑтса хуҫлатрӗ, унтан малалла тӑсса хучӗ. Сан ҫинчен эпӗ, эсӗ тахҫанах комиссар е ҫавӑн евӗрлӗ кам та пулин урӑххи пулса ӗҫлет, тесе шутланӑччӗ. Ҫӗрле пулса килчӗ. 12) Малалла Конституцин 124-мӗш статйи ҫумне тӳрлетӳ пур: вӑл ҫав статьяна тӗн йӑлисене тытма чарас еннелле улӑштарма ыйтать. Эсӗ ветинар тавраш мар пуль? — Каҫар мана, кӑвакарчӑнӑм атте, ку анне пьеси пулнине эпӗ тӑнчах манса кайнӑ. Нумайӑшсем поляксен йӑлисене йышӑннӑ, кил ӑш-чикне капӑрлатнӑ, чаплӑ прислугӑсем, соколсем, йытӑсем, пысӑк кил-ҫуртсем тытма пуҫланӑ, чаплӑ апатсем панӑ. Усть-Хоперские те эпӗ ҫав ӗҫпех каятӑп. — Халь шӑлас пулать. Канонир туп-тӳрӗ тӳрӗленсе, урайнелле именчӗклӗн пӑхса тӑчӗ. Хӗрлӗ пит-куҫлӑ киревсӗр Израэль Гэндс палуба тӑрӑх етрене кӗмсӗртеттерсе кустарса пынине эпӗ курма ҫеҫ мар, хӑлхапа та итлерӗм. Анчах тӗнчене эпир танлаштарса тӗпчетпӗр. — Эсир, паллах, яланхи пекех, ним те вуламастӑр. — Курӑнсах тӑрать ӗнтӗ, колхоза кӗмесӗр юлма май пулас ҫуках. Вара эпир корольпе иксӗмӗр кӗлӗ тӑвакансен пухӑвне кайрӑмӑр. Унӑн суранӗ йӑлтах питӗрӗнсе ҫитнӗ. 3. …Гальчиха еннелле ӑнӑҫсӑр шыраса ҫӳренӗ хыҫсӑн эпир лагере таврӑнтӑмӑр. Пульӑсем, штуцернӑй пульӑсем пек пӗччен-пӗчченӗн иртмен, вӗсем пуҫ тӑрринченех кӗрхи кайӑк ушкӑнӗсем пек ирте-ирте кайнӑ. — Эс ху мар-и? — Малалла кала! Горизонтри ҫӑра тӗтре кӑвак ҫутӑпа йӑрӑмланса тӑчӗ, ҫӗр ҫине тӑрӑ сывлӑм ӳкрӗ, кӑвак ҫутӑпа хускалнӑ ҫил сывласа ярсан, ҫӳллӗ курӑк шӑлтӑртатни илтӗнчӗ. — Ун пек тӗслӗхсем миллионшар тупса парам! — кӑшкӑрса ячӗ Павел Петрович: — миллионшар! Пирӗнни ҫӗнтерчӗ!.. Сиксе тухасла тапӑртатма тапратрӗ ман чӗрем, ҫуллахи каҫ кӑнтӑр ҫилӗпе уҫӑлакан чечек евӗр, сана хирӗҫ уҫӑлса кайрӗ. — Каяс теместӗп. Киркӑна сулӑ ҫине кӑларсан Ганс мана кирка ҫинче темӗнле путӑк йӗрсем пуррине асӑрхаттарать. Ҫак тимӗре икӗ хытӑ япала хушшине хурса вӑйлӑн хӗстернӗ тесе шухӑшламалла. Ҫапӑнчӗ-ҫапӑнчӗ те, ҫавӑн пек — пӗтрӗ… Атте ҫавӑн чух каларӗ ҫав мана, ҫын та ҫавӑн пекех, терӗ: хӑшӗ-пӗри ӑшталанать, ӑшталанать, халтан каять, унтан ӑҫта килчӗ унта пырса тӑрӑнать… канӑҫ кӑна тупасчӗ! тет… — Ав мӗн пирки сӑмах пырать иккен! — кӳренӳллӗн кӑшкӑрса ячӗ Артамонов. Джим унта ҫук. — Апла пулсан, пулӑшар эпир сире, Любишкин пулӑшӗ, — сӗнчӗ Давыдов. Пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем ун выляса тӑнӑ; хурчӑканни пек авӑнчӑк та вӑрӑм сӑмси чӗтрене-чӗтрене илнӗ, сасси ун, темӗнле, чарусӑр киленӳ кӗввипе ҫурӑк шӑнкӑрав пек чӗтренсе янӑранӑ. Ирхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн ача амӑшӗ ӑна валли мокассинсем ҫӗлеме тытӑннӑ, ку ӗҫпе вӑл темиҫе кун ирттернӗ. — Ҫӗлен! — хыттӑн сывласа ячӗ вӑл, чышкисене чӑмӑртаса. Ҫапла ӗнтӗ, таркӑнсем ҫак апат-ҫимӗҫпе икӗ эрнерен кая мар пурӑнма пултараҫҫӗ. Гарриспа Негоро калаҫӑвне вӑрттӑн итлеме тӳр килнӗ пулсан, Дик Сэнд малашне мӗн пулассине, Уэлдон миссиса, пилӗк негра, ӑна хӑйне мӗн кӗтнине пӗлсе тӑнӑ пулӗччӗ. Гальмало питҫӑмартине вӗрсе хӑпартрӗ, тинӗс енне ҫаврӑнса тӑчӗ те тӑмана пек ҫухӑрса илчӗ. Ҫанталӑк пӗрмаях уяр тӑчӗ, япӑххи нимӗн те пулмарӗ — кӗҫӗр те, иртнӗ каҫ та, унчченхи ҫӗр те. — Пӗрре, — терӗ Роберт. Анчах сана манпа кичемрех пуласран хӑратӑп эпӗ. Тусӗсем ҫинчен илнӗ ҫак икӗ пӗчӗк хыпар тӑрӑхах ҫар ҫыннишӗн тӑвӑл таҫта кӑнтӑр енче пуҫланса каясси паллӑ пулчӗ. — Пырать… Амӑшӗ хӑйӗн ывӑлӗ ҫакӑн пек хӑюллӑ калаҫнӑшӑн кӑмӑлӗ тулнипе, тен, вӑл каласа пӗтернӗшӗн тата ытларах кӑмӑлланнипе, ним чӗнмесӗр, пуҫӗпе сула-сула илчӗ. Гленарван ачана каютӑна йӑтса кайрӗ, вырӑн ҫине хучӗ, вара каҫхине пӑлханнипе халсӑрланнӑ ача нимӗн пӗлми пулса выртрӗ. Павел ӑна сайра-хутра ҫеҫ куркалать. Тая мӗн тери ӗҫ ӑшне тарӑнрах путса пырать, ҫавӑн чухлӗ унӑн пушӑ каҫсем сахал юлса пыраҫҫӗ, ҫакна кура Павела Берсенев сӑмахӗсем аса килеҫҫӗ. Лешӗ ҫакӑн ҫине мӗнле те пулин гимнастика ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Тӗкӗр сӳнчӗ. Таса атте Христофор патӗнче, астӑватӑп, мана жезл йӑтакан тунӑччӗ. — Ҫав Мельникова чӗнӗр-ха кунта, чӑнласах та так ахальренех вӗлерӗҫ, — хушрӗ ватӑ феерверкер. Ашшӗ ҫине ӳпкелешсе, Люба Фомана:— Акӑ эс те ҫавӑн пекех пулатӑн — кощей! — тесе, тӑтӑшах ятланӑ. Тенкел ҫине лартӑм та шухӑша кайрӑм… — А эсир ҫак пӗтӗм ӗҫе Троица кунӗ тӗлне туса ҫитерме шутланӑ-и? — чӑнласах ыйтрӗ Хохол. Фабрика пушанса, пӗр чунсӑр тӑрса юлчӗ, урнӑ пек ӳлесе, шӑхӑрса, пӑрлӑ ҫумӑра сирпӗтсе труба ҫумне юр ҫыпӑҫтарса вӗрекен, унтан ӑна каллех шӑлса антаракан ҫил айӗнче лапчӑнса ларнӑ пек курӑнчӗ. Санин сюртукне тӳмелерӗ те ним чӗнмесӗр шлепкине тытрӗ. Вӑл мана, вӑхӑт ҫичӗ сехет ҫеҫ пулни ҫинчен, пирӗн питӗ нумай вӑхӑт пурри ҫинчен каларӗ. Вӑл хӑйӗн мӗнпур прависене пӗлет, вӗсене никама та памасть. Таҫта аякра, сӑрт ҫинче майӗпен чӑсса шӑхӑрнӑ сасса илтичченех вӑл манпа ҫине тӑрса тавлашрӗ. Тупӑсем, боеприпассем, аманнисем пушанса юлнӑ ҫулсем ҫинче эрни-эрнипе тухаймасӑр ларнӑ. Питех те аван мар-ҫке Корчагин ҫав тери япӑхса кайни. Каҫ пулнӑ ҫӗре тулла пӗтӗмӗшпех пуҫтарса пӗтерчӗҫ, темиҫе пӑт анчах ҫитеймерӗ. Эпӗ класа таврӑннӑ ҫӗре виҫҫӗ ҫитесси пилӗк минут кӑна юлнӑччӗ. Йӗпе кӗпесемлӗ икӗ карсинка йӑтнипе тайӑлса, вӑл ту ҫинчен яка сукмакпа утса аннӑ чух ӑна савӑнӑҫлӑн кӗтсе илетчӗҫ. — Нехлюдов пымасть вӗт, — терӗ Володя. Пӗр материк вырӑнне тепӗр материк ҫине мӗнле майпа пырса тухнине пӗлмест пулсан та, термит йӑвисене тупнӑ хыҫҫӑн хӑй Африкӑна килсе лекнине тавҫӑрса илмерӗ-ши энтомолог? Тинӗспе кӗрешесси йывӑрлансах пычӗ. — Кӗҫех вӗлереттӗм эп сана тупата! — терӗ Лукашка. — Ҫапла ҫав, ӗнтӗ кая пулчӗ! — терӗ вӑл хыттӑн. — Пирӗн Макар — шӑртлӑ ача, хӑйӗн чун-чӗрине вараланчӑк атӑпа кӗнине питех те юратмасть… Сӑлтавне эпӗ сире халӗ мар, антракт пӗтсен калӑп акӑ. Унтан, йӗкехӳре пуҫне татах кӑларать пулсан, ӑна пеме мана хушрӗ. Хӑй урҫа, ачисем: асли — Петр, курпунни — Никита, виҫҫӗмӗшӗ — Олешка ятлӑ, тӑванӗн ачи, анчах ӑна вӑл, Илья, усрама илсе, хӑйӗн ывӑлӗ тунӑ. Тен тата, сирӗн куҫсем кама та пулин амантса янӑ пулӗ; ҫак кучченеҫе пире вӑл ячӗ пулӗ, тен. Ӑҫтан пӗлсе илес-ха ӑна? Пӑлан сиксе тӑмасть, хӑй пытаннӑ вырӑнтан пӑрахса каймасть. Сережа мана пӗрремӗш хут сӑмах чӗнсе каласан, эпӗ кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал телей килсе тухнӑран ним тума пӗлменнипе пӗрре шуралса, тепре хӗрелсе кайрӑм, хирӗҫ ним калама та пултараймарӑм. Ҫирӗм иккӗрен тӑватӑ миль анчах! Базаров тӑчӗ. Карчӑк вара мана пӑчкӑпах касать тейӗн: «Ӗне ӑҫта сан? Хӑҫан-ха ҫав этемсем лӑпланса пурӑнӗҫ? Сӑмах пӗр кӳршӗ помещик ҫинчен пуҫланса кайрӗ. Вӗсем, полковник пекех, шап-шурӑ тум тӑхӑнаҫҫӗ, пуҫӗсенче — сарлака хӗрӗллӗ панамӑсем. Килхушшине тахҫан ӗлӗк виҫӗ пӗр евӗрлӗ цветник илемлетсе тӑнӑ, вӗсем хушшинче яланах шӑлса тасатнӑ сарлака ҫул выртнӑ, — халӗ ҫак килхушшине ҫаран пек курӑк пусса илнӗ, курӑкӗ ҫинче тӑлласа янӑ лаша ҫӳрет. Ҫирӗм градуслӑ сивӗре «Буржуйка» умӗнче, мӑрьере шӑхӑрма пуҫличчен, вутӑ вакла-вакла хутса ларма та питӗ аван иккен. — Шӑп лар! Сывлӑша пырса лексе вӗсем самантрах ҫунса пӑсланаҫҫӗ. Йӗри-таврари япаласем пурте ӑна е тӗлли-паллисӗррӗн, е ӑнланса илмелле мар пек туйӑннӑ. Алӑкпа стена хушшинче юн кӳлленчӗкӗнче марсиан выртать. Пӗвене темиҫе ишекен утрав пырса тӑрӑнсан та, вӑл татӑлман. — Нимӗн те пӗлместӗн эс… Бурмин чӑнах та питӗ кӑмӑллӑ каччӑ пулнӑ. — Чӑнах-и? Капитан хӑйне ҫывӑх юлташӗсен ячӗпе судно ҫинчех ирхи апат панӑччӗ, унта Мэри те пулнӑччӗ, унта шериф Мак-Интиф та пурччӗ. Айртон хӗрачана ҫакӑн ҫинчен аса илтерчӗ. Урамсенче — хӗрлӗрех тӗслӗ пылчӑк, панелсем патӗнче шывсем юхаҫҫӗ. Арестантски площадьре юр кайнӑ вырӑнсенче ҫерҫисем савӑнӑҫлӑн сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Ҫӑрттана хӑйпе юнашар лартса, ун хӑлхинчен: «Лар кунта, ан сиккеле, атту эсӗ тем туса хурӑн тата», — тесе пӑшӑлтатрӗ. Олейник сержант Ока шывӗ тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер, унта вӑл мамӑклӑ тир пуҫтаракан пулса ӗҫленӗ-мӗн, Осип Чернышев — Мускавра чул ҫурт хывакан чаплӑ ӑста пулнӑ, Федор Кочетков — Мускав патӗнчи совхозра ӗҫленӗ пахчаҫӑ, Тихон Кудеяров — Владимир хули таврашӗнчи колхоз агротехникӗ, Петро Семиглаз — Киев ҫывӑхнелли колхоз бригадирӗ, Нургалей Хасанов — Тутар республикинчи комбайнер помощникӗ тата Кузьма Ярцев — отделённӑйпа пӗр ҫӗртен килнӗскер, пукан таврашӗ авса тӑвакан маҫтӑр пулнӑ-мӗн. — Анчах мӗншӗн пытарас-ха ӑна? — тӗлӗнсе тата шанмасӑртарах ыйтрӗ Полина. Анчах алӑка уҫсан, ун умӗнче тӑрса, вӑл мӗн пулмалли пӗтӗмпех пулнине ҫавӑнтах ӑнланса илчӗ: тӑнӑҫ кӑмӑллӑ поручик, куҫхаршисене ҫирӗппӗн пӗтӗҫтерсе, пӳлӗм варринче китель тӳмисене вӗҫертсе ярса, аллисене кӗсйисене чиксе тӑнӑ, китель айӗнчен подтяжкисем курӑннӑ, вӗсенчен пӗри брюки тӳминчен вӗҫерӗнсе кайнӑ; Ҫак хушӑра эпир Иван Иванычпа яланах, кун сиктерсе тенӗ пек, курнӑҫатпӑр. — Анчах ҫавна мӗнле кӑтартса памалла-ха? Тӗмеске ҫӑра курӑкпа витӗннӗ, тавралӑх ҫак вырӑнтан таҫта ҫитиех курӑнать. — Эпӗ-и? Каласа парсамӑр эппин. Лар, теҫҫӗ сана! — Ӑҫта ҫитиччен сирӗнпеччӗ вӑл? Акӑ савӑчӗ те пробкӑсӑр хӑяккӑн выртать, унпа юнашар фляги те — вӑл та пушӑ. — Эс мӗнле, ӗҫме юратаканскер-и? Фома хӑй те ун ҫинелле куҫ айӗн пӑхса тӑнӑ. Хӗрарӑмсен ҫак ушкӑнӗ, — ӑна ӑс параканӗ тата ҫул кӑтартаканӗ Марья Ивановна княгиня пулма кирлӗ, — шалти темӗнле йӗркелӗхпе, ансатлӑхпа тата хӳхӗмлӗхпе палӑрса тӑрать, ҫавӑнпа унра маншӑн вӗр-ҫӗннӗн туйӑнакан илӗртӳллӗ уйрӑмлӑх пур. — Ҫук, — тейӗ вӑл. Арина тӑрса кайрӗ. Ҫын хушшипе иртсе пыма ан та шутла. Виҫҫӗмӗш листи те малтанхисем пекех чипер мар пулчӗ, йӗркесем чалӑшрӗҫ. Хӑй ирӗкӗпе кӗрешнӗ Фокин, кӑкӑрӗ ҫине университет палли ҫакнӑскер, унтер-офицер умӗнче хисепленӗ пек позӑпа тӑрать. Вӗсене привалсенче, тюлень ҫӑвӗ ҫунтармалли «чӗпкуҫ» ҫуттипе, хӗрӗхшер градуслӑ сивӗре, шӑнса кӳтнӗ, ывӑннӑ алӑсемпе ҫырнӑ тенинчен нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Гор алӑк еннелле сикрӗ. Ҫапах та пирӗн хӑрама пӗр йӳтӗм пур: император ывӑлӗ, престол наследникӗ, Ҫӳлӗ Кӗлесем енне пӑртак туртӑнать. Унӑн пӗр пушмак кӗли ҫӳлӗрех, ҫавӑнпа патша ывӑлӗ кӑшт уксахласа утать. Хыпаланчӑк хӑмӑр Терекӗн куҫса-юхса пыракан шывӗ хускалмасӑр тӑракан ҫырансенчен уйрӑмрах та уйрӑмрах курӑнать, Терек чакма пуҫланӑ, ҫыран хӗррисемпе ӑшӑх вырӑнсенче хӑшпӗр тӗлте йӗпе хӑйӑр хӑмӑррӑн курӑнкаласа выртать. Халӗ эсир пӗлетӗр ӗнтӗ эпӗ кам иккенне. — Пухӑва уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. Мӗн калӑн-ха ҫакна хирӗҫ?.. Тӗллӗн-тӗллӗн прерире ҫӗр ҫав тери хытӑ пулнӑ, йӗрсем ун ҫинче пӗртте паллӑ пулса юлман. Ачасем хыпашласа хӑйсен шывӗ патне утса ҫитнӗ. Вӑл ҫурӑм ҫинче выртнӑ, унӑн алли-урисем чуллӑ ҫӗр ҫинелле йывӑррӑн усӑнса аннӑ. Паллах ӗнтӗ, вӑл Вышимирскинчен илнӗ хутсем пирки каларӗ. Маншӑн пулсан халь ҫакӑ шарф кирек мӗнле оратортан та лайӑхрах. — Мӗн чухлӗ материал пӗтернӗ вӑл сан валли! Шӑп та шай ҫав карчӑк ӗнтӗ ҫак самантра ҫав тери пысӑк инкек куракан мӗскӗн Щукарь мучие «сиплесе» аппаланать. Кам тухса уҫӗ — курӑпӑр унта, анчах пӳлӗм алӑкне эп пӗлетӗп, алкумне кӗрсен, сылтӑмра пӗрремӗш алӑк. Вӑйлӑ раци урлӑ ӑна аэродромра гвардейски истребительнӑй полк командирӗ Иванов полковник та итлесе тӑна. — Пуху пӗтмен-ҫке-ха, тусӑм, манӑн сӑмах тухса каламалла. Ҫав палимпсест пек туйӑнчӗ мана Катя Ромашов ҫинчен калани, Ромашов ӑвӑс катинче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех улталаса каланӑ та, ӑна вара эпӗ резинкӑпа пӑснӑ пек турӑм, ун айӗнчен тӗрӗслӗх тухрӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир сӑккӑрӑн ҫеҫ тӑрса юлтӑмӑр. Тӑваттӑн — кимӗсем ҫинче, тӑваттӑн таҫта Александр ҫӗрӗ ҫинче. Ҫавӑн пек япалана курсан та сирӗн сехре хӑпмасан, вӑл тӗлӗнмелле пулнӑ пулӗччӗ. Экспедицире пулнӑ ҫынсен куҫӗсем умне лӑп ҫавӑн пек япала тухса тӑнӑ та ӗнтӗ. Вӑл аялти йӗм пӗҫҫисене чӗркуҫҫи таран татрӗ те, вӗсемпе урисене чӑркаса ҫыхрӗ. Ун ҫине пӑхса, эпӗ йӑл култӑм. Тӗрӗксем ҫав сарт тӳписенчен инҫете кайнӑ пулин те, пӑлхавҫӑсем ҫапах пӑшал персе тӑчӗҫ. Эпир чӑнахах та гранитран ҫӳлерех выртакан ҫӗр сийӗсем хушшинчен пынӑ-ши вара? «Ыйтсан, пӳске манӑн пурнӑҫ малашне мӗнле пулассине пӗтӗмпех каласа парать», — терӗ Джим. Вӑл лагертен сахалтан та ҫур милӗн ҫуррине чупса кайрӗ, унӑн кулленхи аслатиллӗ сасси кӑна илтӗнет. Тавай тавлашар! — Пӗлӗр — мӗн кунта? — Хӑш Ясько вӑл, Собко-и? Унтан аппарат пӑрлӑ чӑнкӑ та ҫивӗч ту тӑррисенчен шуса иртрӗ… анчах унта, тусен леш енче, — ахрат, тӗпсӗрлӗх, сӗм тӗттӗмлӗх. — Каллех Мускав еннелле. Ҫын калама ҫук ыррӑн, ӑшшӑн, тин ҫеҫ вӑраннӑ ача пек ҫепӗҫҫӗн йӑлкӑшса кулчӗ, унашкал чун-чӗререн кулнине курсассӑн, темле ҫын чӗри те ирӗлмесӗр чӑтаймастех. Вара пурте ман пата чупса пыраҫҫӗ, Горчаков та пырать ӗнтӗ, сана мӗн те пулин кирлӗ мар-и тесе ыйтма пуҫлӗ. Вавжон ӑна, ксендз патне ҫылӑх каҫарттарма пынӑ пекех, ним пытармасӑр, тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. Ҫӗр пичӗ ҫине шыв е сывлӑш пырса лексенех вут хыпса каякан калийпе натрий йышши металсем темӗн чухлӗ пухӑнса тӑнӑ; сывлӑшри пӑс ҫумӑр пулса ҫӗр ҫине анса ларсанах, ҫав металсем ҫулӑмланса ҫунма пуҫланӑ; пыра киле, шывсем ҫӗр хушшинчи ҫурӑксем витӗр ҫӗре сӑрхӑнса кӗме пуҫласан шалта пуҫланнӑ пушарсем ҫӗре шӑтарса хӗрсе шӑраннӑ япаласене сирпӗнтерсе кӑлара пуҫланӑ. Тепӗр кунхине вӑл, акӑ, юри ҫын тытса тӗрлӗ япаласем туянма Кизляра янӑ пулнӑ. — Рябовӑна? — Интереслӗ ҫын. — Мӗнпе интереслӗ-ха вӑл? «Мӗскӗн! Мӗн пулӗ ӗнтӗ унпа?» — ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй. — Аҫусем ҫул хывнӑ — санӑн ҫав ҫулпа утас пулать. Сӑн-пичӗ ҫинче пӗр йӗр те хускалмасть, куҫӗсем ҫеҫ пӗрмай выляса тӑраҫҫӗ, ӑна пула вара пӗтӗм кӗлетки улшӑнать. Эпӗ ӑна: лайӑх мар тӗлӗк куртӑм, — тесе каларӑм, — анне вилнӗ пек, ӑна пытарма йӑтса каяҫҫӗ пек, терӗм. — Мӗн тумалли пур-ха унӑн ӑраснах? — Темиҫе кӗске чикмек илӗр те ҫыха-ҫыха пӗр вӑрӑмми тӑвӑр. У-у! Шыв чашласа илчӗ те, шурӑ пӑс пӳрте пӗлӗт пек тулса ларчӗ. Кашт пылчӑклӑрах. — Анчах та эпир Африкӑра мар вӗт, — терӗ васкавлӑн Том. — Пурте! — терӗҫ юлташӗсем пӗр харӑс. — Ачана хампа илетӗп, — тесе хушса хучӗ Мюльреди. Хӑвӑрттӑн палуба ҫине чупса тухрӑм. Чӑннипе илсен вӑл, паллах ӗнтӗ, кирек хӑш санфедист пекех иезуитсен юррине юрлать. «Лашасем пурте кайса ӳкнӗ, наркӑмӑшшӑн инҫе каймалла мар. Дамянчо Григорова вӑл пӗтӗмпе куҫарса тӑма сӗнчӗ. Михайлов пӗрер минут хушши иккӗленсе тӑчӗ, суран ҫыхнӑ ҫӗрте хальтерех кӑна, иртнӗ кунсенче ҫеҫ курнӑ сценӑна аса илмен пулсан, Игнатьев сӗннӗ пекех тӑватчӗ-и тен вӑл: кӑшт кӑна чӗртернӗ аллине ҫыхтарма тесе, суран ҫыхнӑ ҫӗре пӗр офицер пырса кӗнине аса илчӗ вӑл. — Мӗнле ялта? Вӑл тӗтӗм — нумаях та пулмасть хӑйӗн тусӗ пулнисемех халӗ ӑна хыттӑн ҫапни, хӑйсем парӑннине уҫҫӑнах курса тӑни тата, пуринчен те ытларах, хӑй тӗрӗс маррине йышӑнас килменнипе кӑмӑлӗ хытни. Вӑл килте пулсан, ӑна хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлӗнчен пысӑк салам тата чӑрмантарнӑшӑн каҫару ыйтатӑп. * * * Вунӑ ҫул иртнӗ. — Пуринчен ытла, пӗлетӗн-и мӗн, пичче, — терӗ шӑлнӗ, пӗр-пӗр чӑтма ҫук намӑс сӑмах калама хатӗрленнӗн, йӑл кулнӑ хушӑрах хӗрелсе кайса: — Ку вӑл нимех те мар ха; кунта отечествӑшӑн ҫапӑҫса вилнӗ чух, Петербургра темӗнле, пурӑнма та аван мар пек, пуринчен ытла ҫавӑнпа ыйтрӑм эпӗ вӑрҫа яма. Алексей отвечӗсене лейтенант итлемерӗ те пулас, вӑл каллех пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те, куҫӗсене хӗвелтен пӗр аллипе картласа, тепӗр чышкипе юнама тытӑнчӗ: — Шмаровоз!.. Малтанхи уйӑхсенче, чӑнах та, макӑркалатчӗ: «Демидушка! Эсӗ манпа калаҫса пӑхсамччӗ пӗреххут. Ну, пӗр сӑмах та пулин каласамччӗ!» — тесе мӑшӑрӗ ҫумне ҫулӑхса аптӑрататчӗ. Демид, ҫӑмламас кӑкӑрне кӑтӑр-катӑр хыҫкаласа, ачалла тӳлек куллипе йӑл кӑна кулса илетчӗ. Карчӑк аллине ывӑлӗн хул пуҫҫийӗ ҫине хучӗ, ӑна вӑйсӑррӑн пусса пӗшкӗртрӗ, Андрей пуҫне уссан — унӑн шуралнӑ ҫӳҫӗнчен хытӑ ҫыпҫӑнакан пӗлтӗрхи куршанак чӑмаккине аран-аран туртса кӑларчӗ. Динго саспаллисене паллать! Аллисем унӑн куштӑрканӑччӗ, вӗсем ҫинче темӗнле йӗрсем тата чӗркеленчӗксем пурччӗ, чӗрнисем хура та хуҫӑлса пӗтнӗччӗ, пичӗ ҫинчи хӗҫпе каснӑ ҫӗвӗллӗ йӗрри вараланчӑк та шупка-кӗренрех тӗслӗччӗ. — Наукӑна хирӗҫ кайма темле хӑрушӑ пек, Иосиф Виссарионович, Патша вӑхӑтӗнче пирӗн кунта темле специалистсем те пурччӗ, вӗсем те хӑймастчӗҫ. Вӑл ҫакна суйса каламарӗ вӗт, хӑй мӗн каланине вӑл хай те ӗненчӗ; ҫак сӑмахсене каласа вӑл Трухачевские курайми пуласшӑн, хӑйне унран хӳтӗлесшӗн пулчӗ, анчах ҫапла тума ӑна май килмерӗ. Утта тавӑрса памастӑп эпӗ сана, тавӑрса памастӑп, урӑх сӑмахӑм та ҫук! Пирӗн кунта пысӑк ӗҫсем пулаҫҫӗ. Кашниех хӑй тӑшманне ҫӗнтерме тӑрӑшакан ҫавӑн пек пӑлхавра, хӑйӗн тӗмӗ хыҫӗнче, хӑйӗн варӗпе ҫырминче пытанса ларнӑ ҫӗрте, пурте пуҫлӑх тесе шутлакан ҫын тупӑнать, уйрӑм пуҫлӑхсем вара пӗр ӗҫе тума пӗр ҫӗре пӗрлешеҫҫӗ. Тӳррипе калатӑп сана, ман шутпа, тӗрлӗ йышши юрату пачах ҫук. Ытти хӗрарӑмсенни пекех, унӑн ачасене иленес, вӗсене, выльӑхсем майлах, тӑрантарас, ачашласа ӳстерес, хӳтӗлес туртӑм пулнӑ вӗт, ҫав вӑхӑтрах унӑн выльӑхсен ҫукки те — ӑс-тӑн, ӑс-хакӑл пулнӑ. Суйнӑшӑн та хаклах илес ҫук вӑл. Унтан вара ҫав парӑмсене унӑн тепӗр хутчен те тӳлемелле пулнӑ, мӗншӗн тесен Николай Антоныч ӑна суда панӑ пулнӑ та, суд Вышимирскирен Архангельскине хӑй ячӗпе куҫарнӑ укҫана пӗтӗмпех тӳлеттермелле тунӑ. Кӗнекесем вула, анчах асту — кӗнеки кӗнеке пултӑр, хӑвӑн пуҫ миммине те тапраттӑр! Августӑн 7-мӗшӗнче ерипен пыра-пырах ҫӗр ҫирӗм километр тарӑнӑшне ҫитрӗмӗр, урӑхла каласан, пирӗн пуҫ тӗлӗнче ҫӗр ҫирӗм километр чулсем, океан шывӗ, типӗ ҫӗрпе хуласем купаланса тӑнӑ. Вӑл, хӑй умӗнче Испани королӗ тӑнине курсан, аллисемпе хӑлаҫланкаласа илчӗ те кӑштах вилсе каймарӗ. Вӑл хӑйне мӗн ҫамрӑкранах шӑпи пӳрнӗ чаплӑ вырӑна йышӑнма хатӗрленнӗ пек тытнӑ; ҫавӑнпа хӑйӗн чапа юратакан тулӑх пурнӑҫӗнче ытти ҫынсенни пекех ӑнӑҫсӑрлӑхсем, ӗмӗт татӑлнисем тата кӳренмеллисем тӗл пулкаланӑ пулин те, хӑйӗн яланхи лӑпкӑ кӑмӑлне те, чаплӑ шухӑшсемпе хавхаланас йӑлине те, тӗне ӗненессипе хӑйне епле тыткалассин тӗп йӗркисене те улӑштарман; ӑна пурте хисеплесси вӑл чаплӑ вырӑн йышӑннинчен ҫеҫ мар, нимрен ытларах вӑл йӗркелӗхе юратнинчен тата ҫирӗплӗхӗнчен килнӗ. — Халь аван ӗнтӗ. — Э, Ромашка, — терӗм эпӗ, кулкаласа. Пӑхатӑп та, кӳршӗсем те пирӗн хыҫҫӑн, вӗсем хыҫҫӑн — татах, пурте малалла ыткӑнаҫҫӗ — кайрӗҫ! Сана, ҫапах та, пӑхӑнмастӑп!.. Шухӑшлас тӗлӗшрен ҫивчӗ пултӑр. Ҫапӑҫу вӑл — чи малтан ӑспа ӑс тытӑҫса илни, унтан вара тин хӗҫ-пӑшал ӗҫе каять. Ҫӑварне пӗр енне чалӑштарса, мужик ҫӳллӗ тенорпа тӑстарса янӑ: — Ни ӗҫессӗм ҫук, ни ҫиессӗм ҫук. — Ну, вара мӗн пулчӗ? Эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм. Эпир циркри лаша витинче тислӗк тасатрӑмӑр. Кам пӗлет ӑна, чирлӗ те мар-и тен, а кунта пур, ун вырӑнне урӑх ҫынна вӗлереҫҫӗ, вӗлерессе вӗлереҫҫех ӗнтӗ. Давыдов пӳрте кӗрсе тӑчӗ те куҫӗсене чарсах пӑрахрӗ. Ну, кала! Ҫаксем ҫинчен вулакана манӑн тӗпӗ-йӗрӗпех пӗлтерме тиврӗ. Вӗсене пӗлтермен пулсан, вулакан та, эпӗ малтан хам ӑнланман пекех, ҫак ҫынсем хама картлашкасем тӑрӑх утрав тӑррине, унтан вара король ҫуртне темӗн те пӗр хӑтланкаласа илсе кайнине ӑнланман пулӗччӗҫ. Вилетӗн те, тӑпрам ҫинче курӑк шӑтса тухать, урӑх нимӗн те ҫук, тетчӗ. — Старик кулса ячӗ. Ҫакна хӑвӑрӑн хӗрлӗ, ӳсӗр сӑмсӑр ҫине картсах хурӑр. Анчах Айртон Грант капитана шыраса тупас пулсан, вӑл судра ӑна хирӗҫ тухакан свидетель пулассине аванах пӗлет. Эпӗ манти ҫӗлеме ҫӗвӗҫе парасшӑн пултӑм, анчах ҫӗвӗҫсем вӗсем чӑн-чӑн ашаксем, хӑйсен ӗҫӗсене тӑвас вырӑнне нумай чухне урамра чул сараҫҫӗ. Хӑш чухне, сайра хутра, Петр шӳт туса: — Мӗн эсӗ пит нумай кӗлтӑватӑн? Виҫӗ кун хушшинче Ольховка ҫыннисен нимӗҫ ҫарӗ валли пилӗк пин пӑт тырӑ тата шултра выльӑхпа вак выльӑх темиҫе теҫетке пуҫ памалла. Муромскин ӗҫӗсем ҫӑмӑлах пулман; унӑн хӑйӗн Бетсине хӑнара пулнӑранпа курман Алексейпе лайӑхрах паллашма килӗштермелле пулнӑ. Сурӑх! Ку лӑпах хӑй ҫав тери хытӑ кӗтнӗ сасӑ пулнӑ. Килнелле утнӑ май, вӑл вӗҫӗмсӗрех ҫав ҫыру ҫинчен шухӑшларӗ, анчах ҫакӑ унра мӗнле туйӑмсем хускатнине хӑй те ӑнланса пӗтереймерӗ. Санӑн аҫу праҫниксенче тикӗт сӗрнӗ атӑпа ҫӳренӗ, эсӗ ав ют ҫӗршывран илсе килнӗ пушмак, пурҫӑн галстуксем тӑхӑнатӑн. Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те пӗр-икӗ хутчен хӑйӗн темле тӗлӗнмелле сассипе хӑйӑлтатса илчӗ, ҫакӑ халь ӗнтӗ ӗсӗкленӗ евӗрлех туйӑнчӗ. Вӑрлӑх валли чи лайӑх тырӑ суйласа хӑварнӑ. Апла ҫынсене хускатам мар-ха, каялла та кантӑкранах тухса каям, тесе шухӑшлатӑп хам. Вӑкӑр кӑштах мӗкӗркелесе тӑчӗ, мӑйракипе никӗс тӑприне хӑйӑрса илчӗ те пӑрӑнса утрӗ. Игнат ирсенче биржӑна тухса кайнӑ, киле каҫчен таврӑнман. Ҫирӗм пӗрремӗш ҫулта, Фомин хӑйӗн бандипе округ тӑрӑх ӗрӗхсе ҫӳренӗ чухне, эсӗ окружкома пынӑччӗ, астӑватӑн-и?.. Вӑл кӗтмен ҫӗртен калаҫма чарӑнатчӗ, сасартӑк ниҫта та каймастчӗ, института та, ӗҫлеме те каймастчӗ (хӑй вӑл ӗҫлетчӗ-ха), кушетка ҫине ури-мӗнӗпех хӑпарса ларатчӗ те пирус туртатчӗ. Ӑҫтан эсе? «Ну тата, хӑть шуйттана кайтӑр» — тетӗп те эпӗ каялла кабинета каятӑп, каллех выртса табак туртатӑп. Эс, ачам, грексен чуралӑхӗнчен пӑлхарсене кам хӑтарнине кала, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтараканӗ тупӑнать вӑл… Вӗриленсе кайнӑскер, хӑй ҫине тутӑрпа варкӑштарса, вӑл кулакан сӑнпах уҫӑ сывлӑша тухнӑ, анчах алӑк урлӑ каҫса вӑрман тӗттӗмлӗхне кӗрсенех, унӑн сӑнӗ урисем ыратнипе асаплӑн пӗркеленсе илнӗ. Ӑраскалӑм мана ҫӑлса хӑварсан, эпӗ ӑна ним чухлӗ те хӗрхенесшӗн пулмарӑм. — Доктор, — терӗ вӑл малалла, хисеплӗн, — эсир Джимпа калаҫасшӑн пулнине эпӗ шанатӑп, мӗншӗн тесен, ҫак ача сирӗн кӑмӑла кайнине пӗлетӗп эпӗ. — Тула кӗпӗрнинчен. «Ҫапах та ӑнланмалла мар, Корчагин юлташ, Ритӑн упӑшки тупӑннӑшӑн сан мӗншӗн кӳренмелле-ха? «Чарӑн!» — тесе кӑшкӑрчӗ тӗттӗмелле, чӳречене хаяррӑн хупрӗ, ҫурма сасӑпа вӑрҫса илчӗ. Темиҫе секунда яхӑн вӗсем, тем итлесе, пӗр тапранмасӑрах чӗмсӗррӗн тӑчӗҫ. Улттӑмӗшӗ карапӑн арканнӑ пайӗсенчен ҫакӑнса усӑннӑ. Кам эпӗ кунта? Хӑй ӑшӗнче вӑл Макар ҫапла калаҫнӑшӑн, Макар унӑн хуйхи-суйхине ӑнланса ӑна ырӑ сӑмах калас вырӑнне савӑнса ӳкнине кӑтартнӑшӑн тата, Андрей шухӑшӗпе, авланас пирки ниҫта юрӑхсӑр сӑмахсем каласа тултарнӑшӑн, ун ҫине хытӑ кӳренчӗ. Вӗлеретӗр-ҫке… Пуҫран ҫапма кирлӗ мар… Ҫӑра уҫҫисем ҫук ман ҫумра! Ҫӗрлечченех ертсе ҫӳрем, пурпӗрех ҫӑра уҫҫисем ҫук,.. Вӑл нумайччен пӗр кӗтесрен тепӗр кӗтесе хӑй валли вырӑн тупаймасӑр, ним тӑва пӗлмесӗр ҫӳрерӗ. — Ну, мӗн тӑвас тетӗн-ха эсӗ ҫавӑнпа? Урам вӗҫне ҫитсен, Огнянов тепӗр урамалла пӑрӑнса кӗчӗ, каллех хупах умне ҫитрӗ. Тӗмесем хушшинче тата йывӑҫсен айӗнче кӑткӑ тӗмӗ ҫинчи пекех хӗвӗшекен кӗлеткесем курӑна пуҫларӗҫ. Анчах полкӑн наблюдательнӑй пунктӗнче ҫав вӑхӑтра акӑ мӗн пулса иртрӗ. Чӑрӑш ҫинче сӑнаса ларакан боец-наблюдатель бинокльне пӑхма пӑрахса хӑйӗн площадки ҫинче туратсене сиркелесе кускалама тытӑнчӗ. Вӑл тул ҫутӑлсан вӑранчӗ. — Юрӗ, — Ольгӑна ыталаса илсе, килӗшрӗ ашшӗ. — Ыттисенчен ҫутӑрах пулсан, вӑл апла питӗ пысӑк планета пулмалла? — тесе ыйтма пултаратӑн эсӗ. Ҫулсем тӑрӑх — шыв ҫеҫ. Ҫапла кирлӗ вӑл хурахсене, хӗне вӗсене, хӗне! — теҫҫӗ. Виҫҫӗмӗш хут аманнӑ хыҫҫӑн дивизие таврӑннӑ чух понтон патӗнчи халӑх ӑна ҫыран хӗрринчи пӗр ялта тытса чарчӗ. Ачана та кашӑк парӑр! — ҫирӗппӗн асӑрхаттарчӗ Пантелей. Эпӗ Ладога кӳлли урлӑ кайрӑм, нимӗҫсем пӑрахутсене путаратчӗҫ, ҫапах та шӑпах вӑхӑтра ҫитрӗм эпӗ. Вӗсем унӑн координачӗсене виҫе-виҫе пӗлнӗ, ҫапла вара чаплӑ астроном Галлея унӑн виҫевӗсене тӗрӗслеме пулӑшнӑ. Ҫав теттесем сан ачаш аллусене юрамаллискерсем мар. Ҫапла, пӗтӗмпех ҫавӑнтан тухса пырать. Ҫавнашкалах — «хресчен» сӑмаха «колхозник» сӑмахпа е «социализмлӑ ҫӗр ӗҫӗнчи ӗҫ ҫынни» сӑмахсемпе улӑштарни те тӗрӗс пулман пулӗччӗ. «Ан та шутла, эпӗ кӗвӗҫместӗп», — ӑшра каларӑм арӑма, — «ҫавӑн пекех санран та хӑрамастӑп», — ӑшра каларӑм Трухачевские, вара ӑна каҫхине, арӑмпа пӗрле калама, сӗрме купӑсне хурса килме сӗнтӗм. «Ӑна мӗскер те пулин пӑлхантарса ярсан, — шухӑшларӗ вӑл, — сӑмахӗсем унӑн питӗ васкавлӑн, йӗтре кӗмӗл ывӑс ҫине тӑкӑннӑ евӗр, янӑравлӑн та уҫӑмлӑн туха-туха сирпӗнеҫҫӗ». Пичче хуҫа чӗннӗ ҫӗре васкаса кӗчӗ. Эпӗ те ун хыҫҫӑн кӗтӗм. — Каллех темӗнле колоннӑсем. — Укҫа кирлӗ пулнӑ мана, — лӑпкӑн ответлерӗ Аржанов. Ҫапла мар-и? Майорпа ученый-географа мӗнле йышӑнни ҫинчен тата вӗсенчен юлнӑ Талькава мӗнле ырӑ кӑмӑлпа асӑнса илни ҫинчен калама кирлӗ-ши вара кунта? Элен ҫав харсӑр индееца алӑран чӑмӑртама пултарайманшӑн питӗ хӗрхенсе калаҫрӗ. Пуринчен малтан пур харампырсене те пӗтерӗр: священник, судья, салтак — ӗҫлемесӗр тӑранса ан пурӑнтӑр. Виҫӗ кунран ҫанталӑк ҫемҫетрӗ. Пичче ҫак тӗле уйрӑмах тимлӗ асӑрхаса пӑхмаллине ӑнланса илчӗ; вӑл вара питех тӑрӑшса пӑхма тытӑнчӗ те, хӑйӗн луппи витӗр пӑхса, юлашкинчен ҫакӑн пек руна ҫырӑвӗн паллисене тупса, вӗсене нимӗнле пысӑк чӑрмавсӑрах вуласа пӗлме пултарчӗ. Тусанлӑ сӗтелсем ҫинче хутсем, ҫырусем, хулӑм вырӑс журналӗсем, пуринчен ытла касманнисем, йӑваланса выртаҫҫӗ. «Персе тивертрӗҫ!» Амӑшӗ, питне-куҫне саппунӗпе хупласа тытнӑ та, сайра ҫӳҫлӗ, шуралма пуҫланӑ пуҫне суллакаласа тӑрать. Маякин, Медынскаяна пылчӑка пӑрахса, ӑна хреснай ывӑлӗн куҫӗнче алтанлӗхлӗ тунӑ, — ҫакна Фома часах ӑнкарса илнӗ. — Тӗрлӗ киревсӗр ӗҫсем пирки. Унӑн хут листи тӑрӑх чупакан каранташӗ чарӑнчӗ, уҫса хунӑ тетрадь ҫине пӗр тапранмасӑр тӑсӑлса выртрӗ. Хӑвна хушнӑ ӗҫе тата улпутун ирӗкне ҫавнашкал пӑхӑнса туса пыратӑн-и-ха эсӗ? Ашшӗ ӑна суту-илӳ ӗҫӗсен ҫаврӑмне чӑтӑмлӑн, асӑрхануллӑн кӗртсе пынӑ, хӑйпеле пӗрле биржӑна илсе ҫӳренӗ, хӑй йышши путретсем, поставкӑсем ҫинчен ӑнлантарнӑ, хӑй ӗҫӗн юлташӗсем ҫинчен каласа панӑ, вӗсем мӗнле «ҫын ӑшне кӗни» ҫинчен, камӑн мӗн чухлӗ пурлӑх, камӑн мӗнле характер — ҫавсем ҫинчен ывӑлне майӗпен паллаштарнӑ. Ҫак хаклӑ та чаплӑ вырӑна ӑна вӑрҫӑсӑрах пӑрахса хӑварма хушнӑ иккен. Ҫак приказа ӑнланса илме малтанласа кашни вырӑсах питӗ йывӑр пулнӑ. Вӑл кӑвак кӗпепе хура шӑлавар тӑхӑннӑ, шӑлавар вӗҫне атӑ кунчи ӑшне чикнӗ. — Танксем те, самолётсем те! Ҫавнашкалах пирӗн Плавни ялӗ те… Йӗкӗт ытамӗнче хӑйӗн яшлӑхӗн пумилккине тӑвакан вӑтӑр ҫулхи хӗрарӑмпа ҫуйханни Фомана ӗҫре чӑрмантарман; вӑл юратура та, ӗҫре те хӑйне хӑй ҫухатман, унта та, кунта та вӑл хӑйӗн мӗнпур пеккине пӗтӗмӗшпех панӑ. — Эй, Лука! — инҫех мар чӑтлӑхран илтӗнчӗ ӑна Назаркӑн ян янӑракан сасси. Арми штабӗ илнӗ разведка сводки пӗлтернӗ тӑрӑх, совет танкӗсем прорыв тунӑ вырӑна ӗнер нимӗҫсен сывлӑшри пысӑк соединенийӗ вӗҫсе ҫитнӗ. — Гек хӑй юлташне питенчен шӑтарас пекех пӑхса илчӗ. Мӗн каласшӑн кунпа географ? Ун умӗнчен Феничка сӑн-пичӗ, ҫав тери шуранкка та пӗчӗкскер, шуса иртрӗ. Кукамайпа пӗрремӗш хут курнӑҫнӑ чух, унӑн типшӗм, пирченӗ питне тата сӳннӗ куҫӗсене курсан, ун ҫине хисеплӗн, хӑрараххӑн йӑпӑлтатса пӑхас туйӑм хӗрхенӳ туйӑмӗпе улшӑнчӗ; кукамай, пичӗпе Люба пуҫӗ ҫумне лӑпчӑнса, куҫӗ умӗнче юратнӑ тӑван хӗрӗн вилӗ кӗлетки тӑнине курнӑ чухнехи пек ӗсӗклесе йӗрсе ярсан, манра хӗрхенӳ юрату туйӑмӗпе ылмашӑнчӗ. Ырӑ кун пултӑр, Фома Игнатьич! Ҫапла… Тӗрӗс йӗр ҫине ӳкрӗмӗр тесеччӗ эпӗ, ҫук иккен, каллех йӑнӑшрӑмӑр. Ҫавӑн пирки тӗнче пуҫлансанах вулкансем нумайрах пулнӑ. Хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ чух Ефимушка ыттисем пек мухтанмастчӗ, хӑй ҫӗнтернӗ хӗрарӑмран мӑшкӑласа кулмастчӗ, вӑл кӑмӑлне ҫемҫетсе ярса, хӗпӗртесе те тав туса ҫеҫ калатчӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем тӗлӗннӗ пек чарӑлса каятчӗҫ. Ӗнтӗ каҫ та пулнӑ, уйӑх ҫутатнӑ, сивӗ тӑнипе шыв кӳлленчӗкӗсене кӗмӗл ҫурхахсем витнӗ. Ун ҫумӗнче Васятка ларать, кӑштах хутланнӑ та вӑл, амӑшӗн сапаланчӑк та сайра ҫӳҫне якаткалать. Ҫавӑн пек ҫапӑҫусем кашни эрнере тенӗ пекех пулса иртеҫҫӗ. Алӑк айӗнчен йӑлтӑр ҫутӑ курӑнать. Анчах эпӗ хам тивӗҫлӗхе тата… мана шанса панӑ… мана шанса панӑ ҫемьене усӑ тӑвассишӗн тӑрӑшма пӗлнине сире асӑрхаттарма тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп. Унпа урӑх шӳтлеме шутламастӑп эпӗ, ӑна ҫаплах кала. Ку вӑхӑта Маккензи епископ, тӗн саракансенчен пӗри, усал климата чӑтаймасӑр вилнӗ ӗнтӗ. Пассажиркӑсене Гленарван Кэмден-Бридже ҫулӗ ҫинчи катастрофӑн хӑрушлӑхӗсене кӑтартма шутламарӗ, ҫавӑнпа вӑл чиновниксене часрах алӑ пачӗ те, ыттисене хӑй хыҫӗнчен чӗнсе, фургон патнелле юрттарчӗ. Ҫакна курсанах телейсӗрсем хӑйсем пӗтнине ӑнланса илчӗҫ. — Горизонталь тӑрӑх шутласа кайсан, эпир Исландирен пин те тӑватӑ ҫӗр километрта. — Вӗсене вӗлерме юрамасть, вӑл тӗрӗс ӗнтӗ; вилӗм вӑл хӑех ҫитет. Савӑнӑҫлӑн урса кайнӑ вӑй ҫавӑн пек ҫӗкленнине хирӗҫ нимӗн те тӑма пултарас ҫук пек, ҫӗр ҫинче вӑл ытла та тӗлӗнмелле ӗҫсем тума пултарассӑн, илемлӗ юмахсенчи пек, вӑл пӗр каҫрах пӗтӗм ҫӗре чаплӑ дворецсемпе, хуласемпе витессӗн туйӑнчӗ. — Кукамай нумай мана: — ҫынсене хӗрхенмелле, пурте телейсӗр, пурне те хӗн… — тесе вӗрентетчӗ. Тӑлӑппа лашине ӗнтӗ чӑн та илме хӑймасӑр тӑмарӑм, анчах Белогорск крепӑҫне мӗн вӑй ҫитнӗ таранах тӑшмана хирӗҫ тӑрса хӳтӗлерӗм. Анчах, темле пулсан та, халӗ пирӗн ҫар ӗҫӗ енӗпе те хатӗрленесех пулать. Юр та ҫил. Марыся, Марыся, телейлӗ пурӑн, савниҫӗм, хӗвелӗм… Вӑл та ҫавӑн пекех хуравларӗ. Хлебников ун ҫине ҫухалса кайнӑ, ютшӑнчӑк куҫпа пӑхрӗ те ҫавӑнтах пӑрӑнса тӑчӗ. — Иккӗ ҫурӑ ҫитиччен кӗтер-ха, — хушса хучӗ вӑл, карӑнкаланӑ май пуҫ тӳпине хыҫкаласа, вӗренме пӑрахса пӗрер минут каннӑ чух вӑл яланах ҫапла тӑвать. Хӑна пӳлӗмӗнче, ушкӑнпа кӗпӗрленсе тухса каяс умӗн ялан пулнӑ пекех, шавлӑччӗ те йӗркесӗрлеччӗ. Лешӗ вӑл килте пӑшал пулнӑ, службӑра вара ӑна пит ансаттӑн калаҫҫӗ: ҫуран ҫарӑн Бердан тытӑмлӗ пӗчӗк калибрлӑ хӑвӑрт перекен, иккӗмӗш номерлӗ, шуҫкалакан питӗркӗҫлӗ винтовка. Экскурсире пулнӑ ҫынсем хӗрарӑмсемсӗр пуҫне, пурте тенӗпе пӗрех, каҫхи вӑхӑта барта ирттерес тенӗ. Паллах, вӑл темле усал ӗҫ те тума пултарать. — Ку мӗншӗн апла тата? Анчах халь мар. Ҫӗр ҫук, удельран тара илеҫҫӗ, ҫӗрӗ те начарскер. Шӑрӑха тата ҫеҫенхирти кичемлӗхе пула вӑл ывӑнсах ҫитнӗ. Голова хӑй те Чубран каях мар именчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ сӑмаха мӗнрен пуҫламаллине те пӗлеймерӗ. — Ночлежнӑй вара?.. Пӑх-ха ӑна, мӗн чухлӗ юр сапса хӑварчӗ вӑл усал! Куҫ уҫма ҫук!» — Тӑванӑм, тепӗр хут чуп туса илер-ха, — ӑшшӑн каласа хучӗ Огнянов. Халь ӗнтӗ, кашниех сиксе чӗтренине асӑрхамасӑр, пурте блиндажри тӗттӗм кӗтессене е нар айнелле хутлана-хутлана выртрӗҫ. Аксель утравне ҫитсен, эпир тинӗс тарӑх 1100 километра яхӑн пынӑччӗ, ҫавӑн чухнех эпир Исландирен 2400 километр ытларах пулнӑ. Сулахай аллипе вӑл хӗҫне тытнӑ, сылтӑммипе сывлӑшра сулкалать. Уретник куҫӗсем сасартӑк ман пуҫ ҫийӗн чарӑнса тӑчӗҫ. Ҫук, вӗсем ҫунма пултараймаҫҫӗ, ун пек тума юрамасть. — Тупа тусах калатӑп, госпожа, вӑл сутни мар. Хӑйӗн правине пурнӑҫа кӗртни ӑна обществӑллӑ обязанноҫе пурӑнӑҫа кӗртес ӗҫрен хӑтарма пултарайманнине ӑнланса илеймен вӑл. — Кама ҫырнине те пӗлместӗр-и? Чӑн та, вӑл вырӑн ҫинче мӗнле выртса ҫывӑрса кайнӑ, ҫаплипех выртать. Кӑшт маниока, темиҫе ывӑҫ кукуруза. Ҫурса илнӗ пӗрремӗш страница, пӗрремӗш хут юхтарнӑ юн пекех, ӗҫе татса парать: ҫакӑн хыҫҫӑн вара аркату пуҫланчӗ. — Илсе кӗр! Лашасене те шел… — Ҫапла, ачам. Ҫумӑр чарӑннӑ. — Триумфальнӑй скверта тен? Темӗн тӗртрӗ мана унӑн чӳречи патнелле. Ҫара ылтӑнран тимӗрҫӗ лаҫҫи лартса пама хушӑп, вара эс кӗмӗл мӑлатуксемпе ӗҫлӗн» тесен, эп ӑна хирӗҫ: «Ылтӑн лаҫ та, хаклӑ йышши чулсем те, мӗнпур патшалӑхна парсан та кирлӗ мар мана. Ӑс-хакӑллӑ та ыр кӑмӑллӑ гуигнгнмсен хӑйсен кӑлтӑкӗсемпе ҫитменлӗхӗсене пӗлтерекен сӑмахсем те ҫук. Хальхи йӑла-йӗркепе пӑхса пахалас пулсассӑн, ҫыруне тӑрлавлӑ ҫырман ӗнтӗ, анчах вӑл Кирила Петровича мӗнле ҫырни енӗпе мар, тӗп шухӑшӗпе тарӑхтарнӑ. — Унӑн сасси пӳлӗнчӗ. Кивӗ йӑвана пӑрахса, кайнӑ иккен. Ырра-и ку? Ҫав Мухортый пулнӑ, анчах вӑл пӗччен кӑна пулман, — ун патӗнче ҫуна, тата тутӑр ҫыхса янӑ туртасем курӑнса тӑна. Ртуть юпи майӗпен анни е ерипен хӑпарни ҫеҫ ҫанталӑк чылай вӑхӑт тикӗс тӑрассине пӗлтерет. Чи ваттисем те вӗт-шакӑрсемпе сывмаррисем ҫеҫ килте юлаҫҫӗ. Боримечка хӑй хулана тӗрлӗ ӗҫпе виҫӗ хут та килкелесе кайрӗ, ҫула май, арӑмӗ патне кӗрсе, Огнянов ҫинчен те хӑш-пӗр хыпарсене пӗлтерсех тӑчӗ. — Ака мӗн! — кӑшкӑрчӗ Рыбин. Николай Антонычӑн пӗртен-пӗр ҫак япалине ҫеҫ Катя хӑйпе илсе каять. — Pardon, mon cher, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн шӑлӗсене йӗрсе, хӑйӗн аллипе лӑпкӑн манӑн чӗркуҫҫине сӗртӗнсе илчӗ те, каллех камердинер ҫине пӑхма тытӑнчӗ. Салтаксем ӑна хуса ҫитсе иртсе кайрӗҫ, вӑл чарӑнса тӑрса каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Манӑн калаҫассӑм та килмест сирӗнпе, — терӗ вӑл. Ӑнлантӑн-и? Пуҫла! Катя, манӑн йӑмӑк пуррине пӗлсен, тӗлӗнсе кайрӗ. Говэн ӑна аллине тӑсса пачӗ те:— Эсир маттурсем! — терӗ. — Хӑҫан та пулин, — терӗ вӑл ҫемҫен те хурланчӑклӑ сасӑпа, — хӑҫан та пулин сирӗн ҫине инкек килсессӗн, никамран пулӑшу, хута кӗме ыйтма ҫук пулсассӑн, ҫавӑн пек чух манран пулӑшу ыйтма, хӑвӑра ҫӑлма мӗн кирлине пурне те манран ыйтма килӗшетӗр-и? — Ах, эсӗ килтӗн-им, Бен! Кам ӑнланать ман интерессене, пӗр хамсӑр пуҫне? Хӗвел ытла ҫӳле хӑпарса каясран хӑратӑп. Эпӗ мӗнле ҫын иккенне пӗлмелле сирӗн, пирӗн хушӑмӑрта пӗр-пӗрне ӑнланманни пулмалла мар. Калавӑн вӗҫӗнче мучи, чикарккине ҫавӑркаласа, чылайччен ним шарламасӑр тӑрать те ассӑн сывласа ярать: — Кӑштах чирлекелерӗм те эпӗ, вӗсем авӑ, персе те ҫитрӗҫ. Анчах та ун шухӑшӗпе фронтра унӑн ывӑлӗсем мар, ыттисем ҫапӑҫмалла. Вӑл айӑплӑ маррине кӑтартакан япаласемпе каялла тавӑрӑнӑр. Курумана таврӑнсан, вӑл Моффат хӗрне качча илнӗ, — вӑл Ливингстон пурнӑҫӗнче тивӗҫлӗ юлташ пулса тӑнӑ, — 1843 ҫулта Маботс тӳремлӗхӗнче тӗн саракан мисси туса хунӑ. Кӑмӑлӑм начарччӗ пулас манӑн, мӗншӗн тесен эпӗ пистолетӑма кӑлартӑм та Ромашова: нӑйкӑшма чарӑнмасан, халех персе пӑрахатӑп, терӗм. — Каланӑ сире юрамасть тесе». Ҫав вӑхӑтра витерен салтак сиксе тухрӗ, лаша ури сасси илтӗнчӗ, юлашкинчен шурӑ балахон тӑхӑннӑ, вӑрӑм мӑйӑхлӑ тепӗр салтак хӑраса тата чӗтресе тӑракан лашана йӗвенӗнчен ҫавӑтса тухрӗ. Атя манпа пӗрле, Ҫемен, кӑштах ҫырткаласа ярӑпӑр, — сӗнчӗ Разметнов. — Вилнӗ? — терӗ вӑл пуҫне усса. Ҫил кӗрӗк шӑтӑкӗсемпе Микитен айккине, аллине вӗрнӗ. Маркиз ӑна чӳрече патне сӗтӗрсе ҫитерчӗ, пӗр вӗҫӗнчен тытрӗ те, яш каччӑ пек вӑйлӑн, тепӗр вӗҫне чӳречерен кӑларса, ӑна типӗ вар тӗпнелле майӗпен антарма пуҫларӗ. Эпӗ вечер пӗтичченех пӗр вырӑнта салхуллӑн тӑтӑм, киле кайма пурте малти пӳлӗме тухса кӗпӗрленсен тата тарҫӑ ман шинеле шлепкен хыҫалти хӗррине лектерсе тӑхӑнтарнипе шлепке ҫӗкленсе кайсан, эпӗ куҫҫуль витӗр кулса ятӑм та, кама каланине питех палӑртмасӑр, ҫапла каласа хутӑм: сomme c'est gracieux». — Доктор, тархасшӑн ан вӑрҫӑр мана, — тесе йӑлӑнтӑм ӑна. Вӑл уншӑн усӑллӑ пулчӗ. Мӗншӗн? — Мӗн эсӗ, Лена, чӗлхесӗр пулмарӑн пулӗ те? — терӗ ӑна Воропаев, аллинчен туртса. — Вайкатона илсен, акӑлчансем Таранаки провинцине кайма шутланӑ, унта Вильям Томисон Матантав крепоҫӗнче питӗрӗнсе ларнӑ пулнӑ. Ура айӗнче, пуссан, шыв пӑчӑртатса тухать, хӑш-пӗр ҫӗрте шӑнкӑртатсах юхса, ҫулҫӳревҫӗсем курнӑ юханшыв юпписене тултарать. Ҫӑл мана! Эпӗ калаҫма та пултараймастӑп. Ҫапла! — Эпир ӑна пӗлетпӗр! — Ленин пӗрлӗх ҫинчен мӗн ҫырнӑ тата? Мана мӗнле тупрӗ? Грант капитана материкӗн шал енче шыраса тупсан, эпир унпа пӗрле Мельбурна каятпӑр. ӗҫ тухмарӗ-тӗк, пирӗн шыравсене хӗвелтухӑҫ ҫыранне ҫитичченех тӑсмалла пулать, «Дункан» пире хирӗҫ унта каять. Тӗрӗс, хӑйне хӑй тытӑнман, пӗтсе-анса ларнӑ, чыслӑх-хисеплӗх тӗлӗшпе юхӑнса-арканса пыракан ҫын ҫумӗнче ертӳҫӗ, пӑхса пурӑнакан та чӗре сиплӗхӗ паракан пулма манра вӑй та, чӑтӑм-хастарлӑх та ҫитнӗ пулӗччӗ, анчах эпӗ хӗрхенеслӗхпе тӑтӑшшӑн черетленекен мӗскӗнле каҫараслӑх туйӑмӗсене кураймастӑп, ҫавӑнпа ман сире вӗсене хамра пачах хускаттарассӑм килмест. Телее пула, тӑвӑл тепӗр енне ҫитрӗ те, эпир хӑрушлӑхран хӑтӑлса юлтӑмӑр. Виҫӗ кун — февралӗн 20, 21, 22-мӗшӗсенче — ҫил вӑйӗ чакмарӗ, вӑл малтанхи енченех вӗрсе тӑчӗ. Ку ӗнтӗ питӗ пысӑк ӗҫ шутланать. Юрие каҫсенче склада хураллама хушрӗҫ, Натальйӑна Паусов патне пахча ҫимӗҫ бригадине ячӗҫ. Памятник патне ҫитсен вара вӑл хӗвелпе ӑшӑннӑ симӗс сак ҫине ҫав тери тулли кӑмӑлпа ларчӗ те, тӳсме ҫук ыратакан юн анса тулнӑ, чӗнсем ыраттарса пӗтернӗ урисене часрах малалла тӑсса хучӗ. Ҫав министр куҫ хыҫӗнче пӗр-пӗр ҫын пирки усал сӑмах калать пулсан, ҫав ҫын вара хӑйне пысӑк вырӑна лартасса кӗтме пултарать. Унӑн та сив чир пуҫланнӑ, — терӗ вӑл. Кунта ӗнтӗ тахҫан Катьӑпа иксӗмӗр Ленинградра епле майпа ҫуртӑмӑра тирпее кӗртме ӗмӗтленни ҫинчен шухӑшлама та юратчӗ. Ман сӑмахсене илтмӗш пулса, княгиня тавраналла ҫаплах савӑнса, пӑхрӗ, йӑмӑкӗпе Любовь Сергеевнӑна уйрӑм япаласем ҫине кӑтартрӗ: усӑнса тӑракан кукӑр турат, унӑн шыври мӗлки княгиньӑна уйрӑмах килӗшеҫҫӗ-мӗн. Вӑл килнине Савельич питӗ кӑмӑлламарӗ. Обер-кельнер икӗ тарҫи пулӑшнипе кӗмӗл виткӗҫ витнӗ темиҫе турилкке апат илсе кӗчӗ. Воропаев Лена ҫинчен нимӗн чухлӗ те ӗмӗтленмест. Колони пулмалли ҫӗрте вӗсем вӑрмансем, хирсем пулӗҫ тесе шутланӑччӗ, анчах кунта кӑклама палӑртнӑ вӑрман ҫеҫ ларнӑ-мӗн. Пӗрре, кӑнтӑрла, май уйӑхӗн варринче, надзиратель камерӑна ҫав тери салху пырса кӗчӗ, Артур ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Хӑй те пӗлмесӗрех вӑл этем хӑйне епле тытасси-тӑвассин аслӑ законне тупрӗ: ҫын е арҫын ача пӗр-пӗр япалашӑн питӗ хытӑ ҫунтӑр тесен, ҫав япала унӑн аллине май килнӗ таран йывӑртараххӑн пырса лектӗр. — Юрать, апла пулсан, — терӗ вӑл лӑпкӑн, ним савӑнмасӑр. Малтан мана ытала: эпир урӑх пӗр-пӗрне кураймӑпӑр. Олеся пичӗ ҫинче хӑй шӑпин вӑрттӑнлӑхне питӗ ӗненсе те чуралла пӑхӑннине кӑтартакан эп тахҫан пӗрре асӑрханӑ апӑршалла сан палӑрчӗ каллех. Кӗнекесем пар, анчах ҫакӑн пеккисене пар: ӑна вуласа тухсан, ҫын канӑҫлӑх ан тупайтӑр. Пулӑҫа хыҫалтан пырса ҫапнӑ, унӑн пуҫӗн хыҫалти пайӗ пуртӑпа касса чутланӑ пекехчӗ. Дымов лашасем патӗнче ҫӳрет. Сирӗн пирӗнпе пуласах пулать, — тесе хушса хучӗ вӑл, ӑшшӑн кулкаласа, мӗншӗн тесен Мэри Грантӑн ашшӗне шыраса тупатпӑр-ҫке… Сире, ама йытӑ ҫуратса янӑскерсене, казак йӑланкисене, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче сахалтарах шаплаттаркаларӗҫ пулӗ ҫав! Ҫапах та вӗсем вырӑнне эпӗ хам ӑслӑрах пулам, терӗм. Вара вӑл парашют ункинчен туртнӑ. Анчах та нимӗн пӗлмесӗр парашют стропӗнчен ҫакӑниччен малтан, вӑл хӑйпе юнашарах, кӗрхи ҫилпе татӑлнӑ вӗрене ҫулҫи пек ҫаврӑнкаласа, татӑк хӳреллӗ «юнкерсӑн» сигара евӗрлӗ кӗлетки аялалла вӑркӑнса аннине асӑрханӑ. — Ӑна касаҫҫӗ, — терӗ мана, йӗрсе ярас мар тесе, аяккинелле пӑхса. Лешӗ хӗвел ӑҫтине шыраса тупрӗ те:— Часах каятпӑр пуль, — терӗ. Лекцисене итленӗ май, Алексей совет авиацийӗ вӑл ҫар тулашӗнче пулнӑ кӗске вӑхӑтрах ҫав тери нумай мала кайнинчен тӗлӗнчӗ. — Чӑтӑмлӑхсӑр та юлатпӑр-и, — терӗ профессор, ман ҫине хыттӑн пӑхса. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмӗнче пулӗ, тен? Унтан шӑна ҫак оптика приборне — мӗн тери кирлӗччӗ вӑл халь мӗскӗн Бенедикт пиччене — ялан тӑхӑнса ҫӳренипе пулнӑ путӑка анса хӑпарчӗ те шӑп сӑмса вӗҫӗнче чарӑнчӗ. «Эх, пурпӗрех ӗнтӗ! — рота патне ҫитсе пынӑ май, шанӑҫ ҫуклӑн шухӑшларӗ Ромашов. Яшки ҫинче шӑнса ларнӑ ӗне ҫӑвӗн сарӑ тӗслӗ ҫутӑ ҫаврашкисем курӑнаҫҫӗ, хӗп-хӗрлӗ ҫулӑм пек ҫутӑлса пӑрӑҫ хутаҫҫи ишсе ҫӳрет. Пичӗшпе шӑлнӗ урама тухса кайсан, хӗрарӑмсем мана сӑмавар лартма хушса чӳречесем патнелле тирӗнчӗҫ, анчах ҫавӑнтах тенӗ пек урамран хуҫа шанкӑртаттарчӗ, ним шарламасӑр пусма тӑрӑх чупса хӑпарчӗ те, малти пӳлӗмелле алӑк уҫса ярса ҫӑран каларӗ: — Патшана вӗлернӗ! Акӑ халӗ ӗнтӗ, ҫичӗ ҫул иртсен, хамӑн сӑмах ҫине тӑма вӑхӑт тупрӑм. Эх, Макар!.. Эпӗ сӑмса тутрине тӗплӗ сапласа питӗртӗм, анчах ҫавӑнтан кайран ун пек хӑрушӑ вӑйӑсенче ун ҫирӗплӗхӗ ҫине шанми пултӑм. — Комбатсене ҫӗнӗ приказ пӗлтерӗр. Саланма сигнал парать. Аллипе турткаласа пӑхрӗ — ҫирӗп каркаласа лартнӑ. Ҫав кунхине Генчо-маляр ывӑлӗн пуҫне каснӑ виллине хиртен кӳрсе чиркӳ картишне вырттарнӑччӗ, пӗчӗк Асен ҫавна шкул чӳречинчен кӑна пӑхса тӑнӑ та, сехри хӑпнипе, чирлесе те ӳкрӗ. — Пӗлместӗн-и, мӗнле вӑл унта? — ыйтрӗ вӑл. Нимӗнле тӗллев те пулмасан, пурӑнассишӗн кӑна пурӑнсан, пурӑнма та кирлӗ мар. — Ларам-ха, — манӑн ҫынсемпе пӗрле пуласси нумай юлмарӗ ӗнтӗ!.. Палатка ҫителӗклӗ хӳтӗ параймасть. Паспӑрт ман ҫукчӗ, буфетчик шухӑшлакаларӗ те:— Аннӳна илсе кил, — терӗ. — Лазуткӑна ая тӑватӑн. Виҫҫӗмӗш взводра самаях вӑйлӑ арпашу-пӑтрану пулса иртрӗ. «Пирӗн Раҫҫей-аннемӗр — пӗтӗм тӗнче пуҫӗ!» — килӗшӳсӗр сасӑпа юрласа ячӗ те Кирюха чыхӑнса кайрӗ, шӑпланчӗ. Катастрофа мӗнтен пулнине кашни хӑй майӗпе ӑнлантарса парасшӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Эпӗ тӗлӗкре мӗнле те пулин усал япала курман-и?.. — Вӑл уншӑн вилнӗ. — Эпӗ утатӑп. — Саплаштаркалӑпӑр-ха мӗнле те пулин, — уямасӑртарах каласа хучӗ Олеся. — Каяр, тусӑм! — терӗ татах Гленарван. Лагерьте лешӗ те, ку та курӑнманнипе Дик икӗ каварҫӑ хӑйсен тупӑшӗ патӗнче явӑнаҫҫӗ тесе шутларӗ. Уйра вичкӗн ҫил вӗрет, ку ҫил унӑн кӗпине туртса саркалать, шӑннӑ ҫӗре сӗртӗнсе ҫапӑнать, амӑшӗ иртсе пыракан пахчан кивӗ хӳмине суллантарать, тӗрмен ҫӳллех мар стени ҫине пырса вӑркӑнать. Стена урлӑ вӗҫсе каҫнӑ ҫил, килхушшинчен такам кӑшкӑрнӑ сасӑсене илсе тухса, вӗсене йӗри-тавралла сапаласа ывӑтать те ҫӳлелле ыткӑнать. Ку йӗркене чарма вӑхӑт. Унтан вара вӗсем ҫӗр ҫинелле кайнӑ, анчах ҫул ҫинче «ытла хӑвӑрт ӳке-ӳке вилнӗ». Эпӗ ун енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑтӑм, анчах та ку вӑл мана пушшех шанчӑксӑртарах кӑтартрӗ. Килте ман арӑмӑн амӑшӗ, хуняма карчӑк, пурӑнать, ачасем те пур: асли вара пысӑк ҫын пулас пек туйӑнать: пите ӑслӑ ача, анчах воспитани пама укҫа пачах ҫук». — Мӗн унта, Гешан? — ыйтрӗ вӑл. — Татьяна Васильевнӑран. Тая ӑшӗнче вӑраннӑ хӗрарӑмлӑх хӑйӗн юратӑвӗ вӑрланӑ япала пек пулса тӑнӑшӑн асапланать. Пӗр каҫ ҫапла индеецсен ушкӑнӗ лагерьтен вунӑ сурӑх вӑрласа кайсан, мужиксем, ним шухӑшласа тӑмасӑр, пӗтӗм эртелпе вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа кайрӗҫ. Сурӑхсене тӑпӑлтарса илчӗҫ, пӗр хӗрлӗ ӳтлине хӗнесе пӗтерчӗҫ те вӑл часах вилсе кайрӗ; ҫав каҫ вара лагерь шӑпах пулчӗ. Анчах тепӗр ирхине, тымар кӑклама тытӑнсан, каллех ҫапӑҫу пуҫланса кайрӗ. Пӗтӗм ҫӗр тӗпсӗр хӑямата анса кайнӑн туйӑннӑ, темиҫе пин снаряд тискеррӗн шӑхӑрса пӗлӗте шӑйӑрнӑ, тӗрлӗ еннелле вӑрӑнтарса вӗҫнӗ, ваккӑн саланса ҫынсем валли вилӗм илсе пынӑ. Нивушлӗ эсӗ пирӗн вӑтӑр ҫичӗ ҫул чавмалла пулать тесе шутлатӑн? Пирӗн ҫемҫе ҫӗр кӑна чавмалла-ҫке! Вара хӑрӑк тунасем хушшинче каллех мучин хӑлхаллӑ ҫӗлӗкӗ пӗр хускалми те мӑнаҫлӑн курӑнса тӑрать. Анчах та вӑл пире часах хӑнӑхса ҫитрӗ; малтанах ӑна хӗрсемпе пӗрле вырнаҫтарчӗҫ; вӗрентрӗҫ, паллах. Соломон! Герцог, унпа килӗшсе, чаплӑрах пулать терӗ. Канӑҫа ҫухатрӑм. Хам мӗншӗн ун ҫине хӗрхенӳсӗр пӑхнине те ниепле ӑнланаймастӑп. Давыдов хытӑ мӑшлатса сывлама пуҫларӗ, ҫу сӗрнӗ пек йӑлтӑркка хура ҫӳҫӗсене пилӗк пӳрнипе тӑрмаласа илчӗ. — Шуйттан эсӗ! Епле апла хӗрхенместӗп пулать-ха? Факт! — Паллах, Уэлдон миссис, эсир карап ҫинче пулман пулсан, ман хамӑр пирки ҫеҫ шутламалла пулнӑ пулсан, эпӗ лӑпкӑрах пулнӑ пулӑттӑм, анчах… Мӗн калӑн ӗнтӗ, ялан ҫапла-ҫке: ӗҫке ерни ӗҫме пӑрахаймасть; хӑйсем нимӗн те курмаҫҫӗ, нимӗн те ӑнланасшӑн мар, эсӗ куратӑн-ха, каласа паратӑн, вӗсем пур, ӗненесшӗн те мар. Чӑнахах та, тепрер 6 минутран генерал таврӑнчӗ. Пӗччен мар вӑл, хӑйпе ҫӳрекен офицерсемпе пӗрле; вӗсен хушшинче Пест юнкер барон та пур, анчах Праскухинӗ ҫук. — Ӑна валли мӗн чухлӗ бензин кирлӗ пулать вӗт! — хӗрхенсе илчӗ Алексей, ҫак пӗчӗк те тӳрккесрех ҫын унӑн иккӗленӗвӗсене ҫав тери кӑмӑллӑн та тӳррӗн татса панинчен тӗлӗнсе. Лётчиксем сиксе тӑчӗҫ. Вырӑн ҫинче «Мӗнле-ха эпӗ Сережӑна ҫакнашкал вӑрахчен хӗрӳллӗ юратма пултарнӑ? — шухӑшласа выртрӑм эпӗ вырӑн ҫинче. Туйӑм-сисӗмлӗ лейтенант, куҫҫульне аран кӑна пытаркаласа, шур тутӑрпала сӗлтет. Вӑл пысӑк ҫӑварне кара-кара темӗн кӑшкӑрать. Килкартинче витӗр сивӗ, клуб алӑкӗ умӗнчи икӗ лапсака чӑрӑш пӑрлӑ йӗпсемпе витӗннӗ; анчах залра пӑчӑ, кунта кӑмака хутнӑ тата партколлективӑн траурлӑ заседанине ултҫӗр ҫын пынӑ. Ежов, хаҫатпа тиеннӗ сӗтел ҫине вырнаҫса, урисене сулла-сулла, каласа кӑтартнӑ: — Суйлав кампанийӗ пуҫланчӗ, — тенӗ вӑл, — купецсем сан хреснаҫуна — ватӑ шуйттана — хула пуҫӗ тӑвасшӑн! Пуҫне пырса кӗнӗ пӗрремӗш шухӑшӗ унӑн ҫак хуларан епле пулсан та хӑвӑртрах тата никама систермесӗр тухса каясси пулчӗ. — Вӑт мӗнле! Пурте ҫапла тӑваҫҫӗ, апла тесен — унӑн та тумалла. Унӑн вӗрсе кӑларнӑ евӗрлӗ кӗске сӑмахӗсем амӑшне кӑштах тӗлӗнтерчӗҫ, юлашки сӑмахӗсем вара ӑмсантарчӗҫ. Мӑнтӑркка пӗлӗтсен хушшинчен хӗвел те тухрӗ акӑ — ку вӑл ыра ҫанталӑка систерет, — эпӗ вара такамӑн куҫне эмел ярса тӑракан тухтӑра тапранма вӑхӑт ҫитни ҫинчен пӗлтертӗм. — Эсир ӑна ҫапла тума пултарсан, питех те аван пулать. — Ӗҫлекен ҫыннисем ҫук шахта, — терӗ хирӗҫ ман пичче. Тӗлӗкре эпӗ Энска курнӑ иккен. Аккасем мана ҫул ҫине тухса кайма тумлантараҫҫӗ пек»… Эпӗ мӗн хушнине ҫеҫ тӑвӑр, унсӑрӑн вӗсем, сиссе, пысӑк шӑв-шав ҫӗклеме пултараҫҫӗ! — Шеллинг вӑл нимӗҫсен философӗ, шеллингианец тени — унӑн вӗрентӗвне малалла туса пыракан тенине пӗлтерет, Шеллинг мӗн вӗрентнине… — Андрей Петрович! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Шубин; — тархасшӑн! Шӑп ултӑ сехетре хӗрлӗ сатинпа витнӗ сӗтел хушшинче ларакан Макар Нагульнов ура ҫине тӑчӗ, партӑсем хушшине таччӑн ларса тухнӑ тата иртсе ҫӳремелли вырӑнсенче те ҫапса хӗснӗ пек тӑракан колхозниксем ҫине пӑхса ҫавӑрӑнчӗ. Аслӑ мӑчавӑр, аллипе ҫурӑмӗ хыҫӗнчен явалаттарса, асӑрхануллӑн пулӑшса тытнӑ ӑна, Изида сӑнӗ патне илсе пынӑ та хура виткӗҫпе тирпейлӗн витсе хунӑ, вара, пӗтӗленнӗ ама-турра тути-ҫӑварӗнчен никам курмалла мар, вӑрттӑн чуптума пултартӑр тесе, темиҫе самантлӑха ҫаплипех хӑварнӑ. — Пурӑнать. Пӗрре те улшӑнман. Ҫавӑн пекех самӑркка. — Кӳпчерӗн-им? — сиввӗн ыйтрӗ хуҫа, унӑн арӑмӗ пусма тӑрӑх йывӑррӑн утса хӑпарса, эпӗ ӑна шӑнтса пӑсӑлтартӑм тесе ӳпкелешрӗ, карчӑкӗ ятларӗ. — Хӑш енче? — тесе ыйтрӗ вахта ҫинчи Том Аустин. Пырса кӗретӗп улмуҫҫисен садне, ашкӑрса ӳсекен ҫӳлӗ хӑмла ҫырлисен хушшине. Ун ҫийӗнче — ейӳ кайнӑ ҫурхи шыв евӗр, вӗҫӗмсӗр электричество ҫутисем ҫиҫеҫҫӗ. Юмах пекчӗ-ха вӑл маншӑн, калама ҫук пысӑк та юрлӑ-тӑманлӑччӗ, выҫлӑхпа та вӑрҫӑпа тертленекен хулаччӗ. — Мана ҫынсем интереслентереҫҫӗ. Вӑл — кӗлет айне, эпӗ — ун хыҫҫӑн, вӑл — крыльца айне, анчах эпӗ ӑна унтан та туртса кӑларатӑп, ҫаплах ҫунтаратӑп та ҫунтаратӑп. — Апла пулсан, мӗншӗн чуп тӑватӑн? Вӑл алӑк патне ҫитсенех ыттисем хавасланса:— Акӑ Синопа! Ҫапах та, пире инҫетрен, сахалтан та ҫӗр ҫирӗм километра яхӑнтан, ҫав ҫӳлелле сирпӗнсе тухакан шыв юпи палӑрать пулсан, вара вӑл тискер кайӑк мӗн пысӑкӑш-ши? — Чиркӳ тӑрринчен вӑл илемлӗрех курӑнать… Асту, ан шавла! — Э! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. — Ним ӗҫ те ҫук кунта вӗсен. — Каях кунтан! — чӑтса тӑраймарӗ Давыдов. Темшӗн тата — пӑчӑ, каҫӗ сулхӑн пулин те ман ҫинчен йӗп-йӗпе тар юхать. «Ҫапла сутма? тенӗ сутма? хамӑр ҫынсене сутма? Сирӗн пӑшӑрханмаллиех ҫук-ха. — Эсир пӗлетӗр-и вӑл хӗрарӑма? — ыйтрӗ Джемма. Парад хыҫҫӑн пирӗннисене офицерсен кафине чӗнсе илнӗ, унта салтаксем виски тата тӑварланӑ какайран тунӑ пӗчӗк бутербродсене ҫынсем умне подноссемпе пыра-пыра лартнӑ. Вӑл калани ҫав тери ӗненмелле пулчӗ, унӑн сӑмахӗсемпе Павка та, Климка та килӗшрӗҫ. Ун ыйтӑвне пачах тимлемесӗр, Дубцов хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Вӗсемпе, ман шутпа, Нагульнов патне каймаллаччӗ, анчах вӑл килте пулмарӗ, пӗрремӗш бригадӑра, ҫавӑнпа эпӗ ҫак хутсене сана пама шутларӑм. Ҫӗнӗ пурҫӑн платье тӑхӑннӑскер, ҫӳҫӗ ҫине анлӑ бархат эрешсем тирсе лартнӑскер, мӑйӗ ҫине ылтӑн вӑчӑра ҫакнӑскер, вӑл хускалми хисеплӗн ларать, хӑйне те, йӗри-тавра ларакансене те хисеплесе: «Каҫарӑр мана, эпӗ айӑплӑ мар», — тесе каласшӑн пек ӑшшӑн кулать. Юлашкинчен, аялти кӗпе тата атӑ тӑхӑнса, сӑмсана ҫӗтӗкпе чӗркерӗ те, Прасковья Осиповна ҫӑмӑлах мар канашсем панӑ хыҫҫӑн урама тухрӗ. Унтан ирӗке кӑларса яраҫҫӗ, — пӗтӗм ӗҫӗ те ҫав кӑна! Улӑштарса тӑхӑнсан вӑл Бяла Черквана та килсе кӗме пултарать. Пире эсир иксӗмӗре ҫеҫ хӑварӑр. Аялта кӗтсе тӑрӑр. Ӑна хирӗҫ ним чӗнмесӗрех Павел сӗтел хушшине ларчӗ те темскер ҫырма тытӑнчӗ. Император ытла та хавасланса кайнипе ҫак вӑйӑсене темиҫе кун хушши тӑтӑшах выляса кӑтартма хушрӗ тата пӗррехинче хӑй те плошадка ҫине хӑпарса маневрсене хӑй командипе выляттарма хапӑл турӗ. — Пӗртте начар мар, анчах эсир выляма та, юрлама та ӑста. Ҫав самантрах пухӑннисем кӑшкӑрма пикенчӗҫ, ҫӗлӗксем ҫӳлелле вӗҫеҫҫӗ, ҫынсем сарай патнелле чупса кайрӗҫ те ӑна ҫавӑрса илчӗҫ. Ман шухӑшпа, вӑл — чи юрӑхлӑ ҫын. — Ҫапах та? Нагульнов кӗске кӗрӗкӗн тӳмисене вӗҫертсе ячӗ те хул-лен кӑна калаҫма тытӑнчӗ: — Эпӗ, хаклӑ рабочи юлташ, ҫӗрӗҫлекенсен харпӑрлӑхне пӗтӗмпех колхоза пуҫтарса пӗрлештермелле тенине илтрӗм те ҫӑмӑллӑнрах сывлама пуҫларӑм. Паттӑрлӑхпа хӑйне хӑй хисеплес мӑнкӑмӑллӑх халӑхӑн пӗр сийӗшӗн, пӗр сословийӗшӗн кӑна мар иккенне вӑл курчӗ. Ҫакӑншӑн вара ҫамрӑк учителе вӑл кӑмӑллама тытӑнчӗ, малалла ӑна сехетрен-сехете ытларах тенӗ пек килӗштере пуҫларӗ. Анчах та сирӗнтен: эсир кунта мӗн тӑватӑр, тесе ыйтсан? Кун каҫа аякра темиҫе те тусан пӗлӗчӗ йӑсӑрланни курӑнчӗ: ку вӑл йывӑр япала тиенӗ лав пек ҫӗре кисретсе чупакан буйволсен кӗтӗвӗ пулчӗ. — Анне, эпир паян унта пиччепе иксӗмӗр карӑмӑр та, — хӑйӗн сӑмахне малалла тӑсрӗ сӑмахсене тӑсарах калаҫакан хӗрача, — шкап ҫумӗнче ак ҫакӑн пек, пӗр пы-ысӑк етре выртать: ҫенӗхе шӑтарса горницӑна вӗҫсе кӗнӗ пулмалла. Ҫав тери пысӑк, ҫӗклейрес те ҫук. Сывлӑш уҫӑлсах пырать. — Мӗн каласси пур! Инҫетре, ирхи тӗтре витӗр, сӑрт хысакӗн катрамӗсем курӑнаҫҫӗ. Эсӗ ан кӳрен-ха! Партирен кӑларнӑ чухне алӑра сирӗн пӗр кирлӗ козырь те пулмасть. Ӑнлантӑн-и? Кам вӗҫсе иртрӗ-ха кунтан? Христос каҫартӑр сана! — Эсӗ кукаму патне кай. Хӗвел унӑн пичӗ пӗр пайне тата кайӑк сӑмси майлӑ усӑк сӑмсине ҫутатса илчӗ. Шубин тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Пӗр ҫыру тӑрӑх ҫеҫ ученӑйсем хамӑр эрӑччен пулса пӗтнӗ пӗр ҫӗршывӑн пурнӑҫне тупса пӗлни ҫинчен таҫта вуланӑччӗ эпӗ. Термометр: 6° Ӑҫталла каясси: В. — Ю. — В. Ҫак юлашки паллӑ тӗттӗм шӑтӑкри ҫула ӑҫталла кайнине кӑтартать. Ман шухӑшпа, эпир аялалла нумаях анман пек туйӑнать. Сӗтел хушшине ларсан та вӑл нимӗн те ҫимерӗ, апата пӗтӗмпех тарелкӑсенче хӑварнӑшӑн сӑмах тӗкнӗ официанткӑна вӑрҫса тӑкрӗ, унтан Стручков ӑна: хӑвна ырӑ сунакан хӗре ятлама нимӗнле сӑлтав та ҫук, тесе асӑрхаттарсан, вӑл сӗтел хушшинчен тӑрса столовӑйӗнчен тухса кайрӗ. — Эпӗ сире кунта тӗл пуласса нихҫан та шухӑшламан, Джим! — Ку тӗнчен иккӗмӗш тапхӑрӗнчи флора вӗт. Ун умӗнче сенкер куҫлӑ арҫыннӑн сӑнӗ тӑчӗ, — вӑл темле тӗлӗнмелле, пулса ҫитеймен ҫын пек курӑннипе ӑна шанас килмерӗ. Негоро патша вилӗмӗн сӑлтавне ӑнлантарса пачӗ ӑна, хӑйне сыхӑ пулма канаш пачӗ. Япӑх пулӗҫ. — Мӗнле ҫамрӑк ҫыннӑн? Линч сучӗ ҫинчен халь шухӑшламалли те ҫук. Сан ҫамку айӗнчи куҫсене ӑмӑрткайӑк сӑхас пулсан та, хамӑр ҫеҫенхирти ӑмӑрткайӑк сӑхтӑр, ляхсен ӑмӑрткайӑкӗ мар, Польша ҫӗрӗнчен вӗҫсе килекенни мар. Вӑл каллех кӑкӑр ӗмекен ачана пуҫӗнчен шӑла пуҫларӗ, аслисене пичӗсенчен ачашшӑн лӑпкаса илчӗ. Вӑл вара ҫапла каларӗ:— Пӗр фермер патӗнче, ӑна Сайлас Фе… — сӑмахне вӗҫлемерӗ вӑл. Тӗттӗм пӳлӗмӗн алӑкне унчченхи пекех икӗ жандарм хураллать. Унта мӗн ҫырнӑ вара, Александр Анисимыч? Эсир мустанг тытма ҫӳренӗ ҫав виҫӗ кун хушшинче ним те хутшӑнман вӗт. — Тыррине кам чӗртсе янӑ? Эпир флигеле таврӑнтӑмӑр. Чуллӑ сӑртсен тӗп хырҫинчен хӗвелтухӑҫнелле ҫӗрутмӑл километр хушшинче вырнаҫнӑ виҫӗ сӑрта ҫапла калаҫҫӗ; Сехет хыҫҫӑн сехет иртрӗ, вӑл ҫаплах вӑранмарӗ. Ан тив, пирӗн юлташсем экспедици ӗҫӗпе Россия ҫумне пысӑк ҫӗр хутшӑннине пӗлтерччӗр. Ӑна эпир «Мария Ҫӗрӗ» тесе ят патӑмӑр». Юлай, ыйт-ха унтан хӑвӑр чӗлхӗрпе, кам ӑна пирӗн крепӑҫе янӑ? — Эпӗ ӑна чухлатӑп, — терӗ Юргин. Вӑл ӗнтӗ хӑй лашине шпорӑсемпе тӗртме хатӗр пулнӑччӗ, анчах ҫав минутӑрах тенӗ пек вӑл тӳрех хӑй патнелле пӗр отряд вӗҫтерсе пынине курчӗ. Темӗнле — тӗксӗмскер… — Тӗнчере пуринчен ытла эпӗ ҫапӑҫнине юрататӑп, тетчӗ вӑл, ҫунса тӑракан хуш куҫӗсене чарса. Васька талӑкӗ-талӑкӗпе чӗнмест, качӑртаттарса ҫиет кӑна, ытти чухне е пӗр шавсӑр ҫывӑрать, е, ҫӗрӗк тунката пек, ваткӑллӑ пиншак айӗнче ҫаплах пӗр чӗнмесӗр выртать. Ия, вӑл ылттӑн чечек пекчӗ, Хрисанф! — Кам пултарать — пуриншӗн те, — терӗ суккӑр. Форта пӗччен тавӑрӑнас вырӑнне эпӗ хампа пӗрле вилӗ яшӑн ӳтне те илсе каяс пулать, терӗм. Пӗр вӑхӑт хушши лӑпкӑ пулчӗ, унтан каллех — ҫаврӑнкалани, хӑвӑрт сывлани илтӗнчӗ. Риварес ыратнипе шӑлӗсене хытӑ ҫыртнӑ. Пӗтӗмпе каласа та параймастӑп — пушшех хӑрушӑ пулса каять. Гек чӗлӗмсем турӗ те вӗсене тултарчӗ. Вараланчӑк балахон тӑхӑннӑ лавҫӑ лашине чӑпӑрккипе пӗр вӗҫӗмрен ҫаптарать. Эсир мӗн те пулин тӑватӑр-и? Тӗрлӗ условиллӗ сӑмахсем приказчикӑн иконӑшӑн, кӗнекешӗн мӗн чул пама юранине пӗлтереҫҫӗ: «хурлӑхпа йывӑр хуйхӑ» тенӗ сӑмахсем вунӑ тенке пӗлттереҫҫӗ, «Никон-тигра» тени — ҫирӗм пилӗк тенке; сутакана епле суйнине курса тӑрасси маншӑн намӑс туйӑнать, анчах кӗнекеҫӗ ҫивӗччӗн выляни мана илӗртет. Адреса хӑвартӑмӑр, — кирлӗ пулсан, пире тупӗҫ. — Ҫитӗ, Флоринда. — Инҫетрен, Марко бай…. Бенедикт пиччене тата наркӑмӑшлӑ, Ҫӗнӗ Зеландири маори халӑхӗ «катипо» текен, ҫыртсан ҫынна та вӗлерме пултаракан эрешмене илсе кайма сӗнчӗҫ. Ӑна тин кӑна сурӑх какайӗпе пӗҫернӗ купӑста яшки тата ҫуне ирӗлтерсе илнӗ хӳре кӑмӑрчакӗсене кӗрсе лартса пачӗҫ. Ыр кӑмӑллӑ та ӑслӑ гуигнгнмсем. — Тӗрӗс калатӑр, — килӗшрӗ Георгий. — Ӑҫта? Ҫакна пӗлни ытлашши пулман пулӗччӗ. Халь ак, саван унпала, хӑйне те тӑрантар тата такам ачине те пӑхса ӳстер. — Пӗчӗккине кӳлмелле пулсан, пӗчӗккине кӳлӗпӗр, — тенӗ вӑл, юри пӗрмаях ҫыртасшӑн пек пулнӑ, ӑслӑ лашана турта хушшине кӳртнӗ те кухарка упӑшки пулӑшнипе кӳле пуҫланӑ. Чеченецсем килнӗ! Унӑн темӗн пысӑкӑш янаххисенче, ҫӗр сакӑрвун икӗ шӑлтан кая мар. — Питех кӑмӑлӑр пулсан, формировани пайне, комиссине яма пултаратӑп… — Майор хулпуҫҫисене хускаткаласа илчӗ. Ҫак хӑрушӑ снаряда ӗҫе яма пӗр хӗлхем те ҫителӗклӗ пулать. Ҫавӑ ҫав… Митя та аллисемпе шӑнса кайнӑ извозчик пек сулкаланса кӑшкӑрчӗ: — Халӗ пурте питӗ аван пулса пыма пуҫлать; халь ӗнтӗ тинех халӑх хӑйӗн хӑватлӑ, чунӗнче тахҫанах пиҫсе ҫитнӗ сӑмахне калать! — Чӑнах та-и? Ванюша хӑракалама тытӑнчӗ, авӑрласа хунӑ пӑшал урапа ҫинчех выртать. Ҫак япаласем ҫинчен пурин ҫинчен те Гаррис ним иккӗленӳсӗр калаҫрӗ. Тӗрӗссипе калатӑп сире — ӑна часах кӑларса яраҫҫӗ! Ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра Зеленый мыс утравӗсем ҫинче карапсем сайра хутра ҫеҫ пулаҫҫӗ. Ку тӗлӗшпе манӑн шутласа хунӑ шухӑш пурччӗ пулин те, эпӗ манран кӗтмен ҫӗртен ҫавнашкал ыйтнӑран хӑюсӑрланса кайрӑм та ӑна часах ответ параймарӑм. Джемма кӑшт иккӗленсе тӑчӗ те, унтан ӑна пӗчӗкҫӗ портрета тӑсса пачӗ. Ҫурхи чанасен ушкӑнӗ пек шавлама тытӑнчӗҫ ҫӗр-пӳрт умӗнче хӗрарӑмсем. Боцман пулнӑ ҫын ҫак йывӑр ӗҫе такамран та ҫӑмӑлтарах пурӑнӑҫа кӗртме пултарни питӗ аван курӑнса тарать. Соломенкӑра (чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем пурӑнакан район ҫав ятлӑ) пиллӗкӗн пӗр пӗчӗк коммуна турӗҫ. Часах ҫулҫӳревҫӗсем лапамри пӗр ҫӳллӗ кӑткӑ йӑви патне ҫитрӗҫ. Эпӗ уншӑн хӗпӗртетӗп! Пушарта хушса тӑраканни Разметнов пулать, урӑх никам та мар… — Тараса пуканӗсемпе хӗнетпӗр! — терӗҫ вӗсем хаваслӑ тарӑхпа. Авӑ, повозка ҫинче! Ун чухне вара эпир карапа тытса пыма пултарӑпӑр. — Ӑҫта унта! Чӑтайман, — тенӗ хавас ҫын, — ун ӑшне ростовщикӗн чунӗ кӗрсе вырнаҫнӑ пулас: вӑл рамӑран сиксе тухать, пӳлӗмре утса ҫӳрет, тет, пултӑр каласа панисене ӑнланса илме те йывӑр. Варринче, хӑмаҫ татӑкӗпе витнӗ ҫӳлӗрех вырӑнта, пӗчӗк тупӑк ларать, тупӑкне тӑхлан хутпа ҫыпӑҫтарса илемлетнӗ, ҫурри таран ӑна темле парча йышши мир татӑкӗпе витсе хунӑ, витни айӗнчен кӑвак кайӑк урисем тата шӗвӗр сӑмсаллӑ ҫерҫи пуҫӗ курӑнса тӑрать. Андрощук, котелокне патакпа ҫулӑм патнерех шутарса лартса, ӗнентерӳллӗн каларӗ: — Мӗншӗн вилмеллине пӗлсе вилесси вӑл уйрӑм ӗҫ. — Ара, ҫав. Ҫакӑнтан ытларах ҫӗмӗрнине, ватнине урса кайнӑ слон читлӗхӗнче те кураймӑн. Хаваслӑ ҫулсем, Телейлӗ кунсем — Ҫурхи шывсем пек Иртсе кайрӗҫ вӗсем. Ҫав самантра ача, ҫӳлле хӳме ҫине упӑхса кайса, вӗлт ҫеҫ куҫран ҫухалчӗ. Ҫывӑхра такам ахлатса илчӗ. — Эпӗ, ваше превосходительство, ҫапла шутлатӑп: япалана илес-тӗк лайӑххине илес пулать, начаррине илме кирлӗ те мар. Вӑл, шӑнса кӳтнӗскер, чӗкӗнтӗр пек хӗрелсе кайнӑскер, салтӑнмаллм пӳлӗмрех, эпӗ унӑн пальтовӗпе калушне панӑ вӑхӑтра, кӑмака патне чупса кайрӗ. Унӑн куҫӗ тӗксӗммӗн ялкӑшса тӑнине те тӳсме пулмарӗ, вӑл чӗрене ыраттарса хӑратрӗ. Мӗн шухӑшлӗ Вася? Лиденборк профессор вӗсем мӗнле майпа вырнаҫса тӑнине ҫавӑнтах сӑнаса пӑхрӗ; вӑл сывлӑшне ҫавӑраймасӑр, пӗр шӑтӑк патӗнчен тепӗрин патне чупкаласа, аллисемпе сулкалать, темӗскер мӑкӑртатса калаҫать. — Эпӗ сире ӑна калама пултараймастӑп. Вӑл пӗчӗклех амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ, саккӑра кайсанах ӑна Петербурга илсе килнӗ, ҫавӑнпа та вӑл, ашшӗне пӗлменпе пӗрех пулнӑ пулин те, унпа чун-чӗреренех ҫывӑх пулнӑ, кил-йышри лӑпкӑ саванӑҫӗсемпе киленеймен пирки, ӑна татах та ытларах юратнӑ. Эпӗ сана пӗрре ҫеҫ чуп туса илсен, эсӗ ун ҫинчен каласа кӑтартмастӑн вӗт? Куракансене ку пит те кӑмӑла кайнӑ, купецсем те кулнӑ, анчах Алексей кун ҫине урӑхла пӑхнӑ, — вӑл ҫилленнӗ те, хӑйӗн тусӗсене ҫав сыснана вӑрлама ӳкӗтленӗ. — Манӑн тусӑм Дик! Манӑн ун ҫине пӑхас та килми пулчӗ. «Кӑна вӑл маншӑн калать!» — хӑвӑрт тавҫӑрса илчӗ амӑшӗ. Хӗрарӑмсем тискеррӗн ҫухӑрашни, хӑйӗн хӑраса ӳкнӗ старшинисене пӗр ҫӗре пуҫтарма тӑрӑшса, урлӑ та пирлӗ чупкаласа ҫӳрекен Голуб асар-писер кӑшкӑрса командӑсем пани, пӑшал пени, урамра кӑшкӑрашни, — ҫаксем пурте пӗр ҫӗре пӑтранса кайса, ним ӑнланмалла мар ҫуйхашу пулса тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтра кайӑкӗ, ҫапсан ӑнтан ҫеҫ кайнӑскер, часах ӑн кӗрсе ҫитсен ман алӑра пит хытӑ ҫапкаланма тытӑнчӗ. — Тиечука сулахай енне кӳлме юрамасть, — тет Филипп, ман сӑмаха хӑлхине чикмесӗр, — вӑл сулахайри пичеве кӳлмелли лаша мар. Куҫсене эпир хупса лартнӑ. Ташӑсене Петр Фадеевич пек илемлӗн те тӗрлӗ енлӗн ертсе пыма пӗлекенни полкра никам та ҫук-ҫке, ара. Кунсӑр пуҫне, ҫакӑн пиркиех пӗр дама та ыйтнӑччӗ-ха тата… — Дама?.. Эсӗ мӗн ӗҫлетӗн кунта?.. — ҫиленчӗклӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Вилнӗ, ҫын ҫинчен хурлӑхлӑн аса илнисем хушшине унӑн хаваслӑ кӑмӑлӗ ҫивӗччӗн те тӑвӑллӑн кӗрсе кайрӗ, ҫак савӑнӑҫлӑ туйӑм, хурлӑхпа пӗрлешеймесӗр, сасартӑк тӗттӗмре ҫутӑлса кайнӑ ҫулӑм пек, пурне те тӗлӗнтерсе ним курми туса лартрӗ. — Ӑна Джон капитан каласа парӗ, — терӗ Гленарван. Ну, каях ӗнтӗ, Леночка. Король хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисене кӑшт айӑпа кӗнӗшӗнех чӑлахлатнӑ, амантнӑ. Лешсем вара пуринчен ытла хӑлхасӑр юласран хӑранӑ, мӗншӗн тесен хӑлхине касса илсен, хӑлха ҫакки ҫакса ҫӳреме май ҫук. Ҫак ҫулпа кайнӑшӑн вӑл хӗрне хӑваласа кӑларса янӑ. Ҫак юрӑ кӗвви ҫитсе ҫапӑнсан, чӳречесемпе алӑксем яриех уҫӑла-уҫӑла каяҫҫӗ. Вӑл хӑйне часах алла илеймерӗ. — Мӗншӗн? Ҫил часах хӗвеланӑҫ енчен вӗрме тытӑнӗ, вара «Пилигрим» капитанӗ хӑйсем Америка ҫыранӗ патне тепӗр виҫ эрнерен пырса чарӑнасса шанчӗ — ку вӑхӑтра шӑратман ҫу пӑсӑлмалла мар. Мускавра тӑхӑр уйӑха яхӑн тӗрмере лартӑм — ҫакӑ анчах! Кунта авӑ пӗтӗм хутора пӗр купана йӑвантарасшӑн! — Мӑнакка, ан тӑпӑлтарӑр, кирлӗ мар, — вӑл ӗнтӗ ыратмасть! Граждансем, шӑпрах пулӑр! — Курмарӑн-и вара эсӗ? — Тен, Уэлдон миссис килсе курнӑ пулӗ, материкӑн ку пайне? — тӑсрӗ калаҫӑва Гаррис. Ҫав кун Европӑна тавӑрӑнма сӑмах татрӗҫ. «Елена!» тени уҫҫӑнах илтӗнчӗ ӑна. Ӑнланатӑн-и? Жоржетта сывлӑшра ҫаврӑнкаласа вӗҫекен хут татӑкӗсене тимлӗн сӑнаканскер:— Лӗпӗшсем, — тесе пакӑлтатрӗ. Нимӗн тума аптӑранипе, мӗскӗн клавишӑсене, барабана ҫапнӑ пек, ҫапнӑ та, мӗнле май килне ҫавӑн пек калама тытӑннӑ… Ҫеҫенхирте бурунсемпе хӑмӑшсем те типсех пыраҫҫӗ, кӑнтӑрласенче вара выльӑх-чӗрлӗхсем мӗкӗре-мӗкӗре уйсене тараҫҫӗ. — Ман айӑп иккенне эпӗ сансӑрах пӗлетӗп. Вӑл кулса ячӗ. Павел темиҫе план та туса пӑхрӗ, анчах вӗсенчен пӗрне те ӗҫе кӗртме май килмест. Хамӑр багажа эпир Копенгагена ҫитермелле тесе ҫырса патӑмӑр, ҫавӑнпа пирӗн унпа чӑрманса тӑмалла та пулмарӗ. Унӑн та ҫак иртнӗ тапхӑрта пысӑк улшӑнусем пулчӗҫ. Эпир кӳршӗсемпе паллашрӑмӑр, Мускаври аслӑ шкулсенче вӗреннӗ студентсемччӗ вӗсем, Энска ӗҫлеме каятпӑр терӗҫ. Эпир, рабочисем — хамӑрӑн ӗҫпе пур япалана та — темӗн пысӑкӑш машинсенчен пуҫласа ача-пӑча теттисем таранччен тӑвакан ҫынсем, эпир — хамӑрӑн этем тивӗҫӗшӗн кӗрешмелли правасӑр хӑварнӑ ҫынсем, — пире, ҫав ҫынсене, кашниех хӑйӗн тӗллевӗсене пурнӑҫа кӗртмелли хӗҫпӑшал тума тӑрӑшать тата тума та пултарать: эпир халӗ пире ӳлӗмрен влаҫа хамӑр алла ҫавӑрса илме май пама пултармалӑх ирӗклӗх илесшӗн. Пӗчченех-и эс? Мимипе хӗрачасем ҫывӑрнӑ пӳлӗмре те, эпир каҫхине ун стени урлӑ калаҫкаланӑччӗ, утса ҫӳренӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Урӑх хӗрарӑм ӗмӗртме пуҫларӗ. Унта та, кунта та ман куҫ тӗлне халиччен курман ӳсен-тӑрансемпе ҫеҫкесем курӑнаҫҫӗ. Унта та, кунта та ҫӗленсем тӗлне пулатӑп. Вӗсенчен пӗри скала ҫурӑкӗнче выртатчӗ. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те, ман ҫине темӗнле ҫаврӑнакан кӑлтӑрмач шӑйлатнӑ евӗрлӗ сасӑпа чашлатрӗ. Ларатӑп, ман тавра вара ҫамрӑк та ватӑ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ, вӗсенчен пӗрне вӑрман винограчӗн аври сӑрса илнӗ; ман ҫывӑхрах фазансем, пӗрне-пӗри хуса кӑларса, чакаланаҫҫӗ, вӗсем, тен, хӑйсен вӗлернӗ тӑванӗсене те туяҫҫӗ пуль. Яша ахлатса илсе кӑкӑрӗпе сӗтел ҫинелле ӳкрӗ те ӑна чӗрнисемпе чӑрмалама тытӑнчӗ. Стёша пек ҫынсене урӑхлатма йывӑр, санӑн вӑл тӗлӗшпе ӗҫӳ те тухаяс ҫук пек туйӑнать мана. Татах турткаланса тӑрать пулсан, Луиза нихӑҫан та ӑна курас ҫук. — Тахҫанах эсир каласа панӑ-ха ку ӗҫпе. Анчах хаяр козаксем нимӗне те итлесе тӑмарӗҫ, урамсенче выртакан пӗчӗк ачасене вӑрӑм сӑннисемпе ҫӗкле-ҫӗкле лешсем патне вут ӑшнех ывӑтрӗҫ. Манӑн аттене, заводра забастовка тунӑ хыҫҫӑн, ӗҫрен кӑларса пӑрахрӗҫ, ӗмӗрлӗхех Ҫӗпӗре ячӗҫ… — Мӗнле пулчӗ тетӗн? Зала та тӗплӗн, сиввӗн тата чыслӑ типтерленӗ, кирек хӑш кӗтес те йӑлтӑртатать, ҫӗнех мар пулин те ҫирӗп пек туйӑнать, картинӑсем те, кантӑк каррисем те, нимӗнле эрешсем те ниҫта та курӑнмаҫҫӗ вара; залӑн ҫап-ҫутӑ курӑнмалла якатнӑ урайӗ урлӑ утса, эпӗ хӑна пӳлӗмне кӗтӗм. Чи авалхи, истори пуҫланичченхи халӑх — кельтсенчен хӑтӑласшӑн, кельтсем — римлянсенчен, бретанецсем — нормансенчен, гугентсем — католиксенчен, контрабандистсем тӑвар приставӗсенчен хӑтӑласшӑн пулса малтанах вӑрмансенче, кайрантарах ҫӗр айӗнче пытаннӑ. Унӑн ултӑ патрон анчах тӑрса юлчӗ! — таракансене тарма чарса, хавхалантарма пикенчӗ таҫтан килсе тухнӑ Банник. Пӗлӗт ҫутӑ, хӗвел пӑхать, ӗлӗк чух ку вӑхӑтра ӑшӑ пулаканччӗ… Акӑ мӗнле тӑвас пулать ӗҫсене!» Эпӗ каллех чарӑнса тӑтӑм. Ман пурӑнӑҫ мӗнле пулса тӑрӗ? Петька хӑйӗн кӗнекисене сутасшӑнччӗ. Анчах та, телее, никам та илекен пулмарӗ. Йытӑсем хурахсене ан хӑратчӑр тесе, вӗсене малтан хупса хунӑ пулнӑ, халӗ тахӑшӗ кӑларса янӑ; халӗ вӗсем те пире хӑвалаҫҫӗ, пӗр таттисӗр вӗрнӗ пирки вӗсем миллионӑн туйӑнаҫҫӗ. Анчах йыттисем хамӑрӑннисем иккен; эпир, чарӑнса, вӗсене кӗтсе тӑтӑмӑр; пире курсан, хӑйсем валли кунта кӑсӑкки нимӗн те ҫук терӗҫ пулас та, — хӳрисене выляткаласа малалла, шӑв-шавпа ура сассисем илтӗнекен ҫӗрелле, чупрӗҫ; эпир каллех вӗсем хыҫҫӑнах васкарӑмӑр, хӑма ҫуракан завод патне ҫитичченех ҫапла чупрӑмӑр, унтан кара пӑрӑнтӑмӑр та тӗмсем хушшипе манӑн кимӗ ларакан вырӑна тухрӑмӑр, ун ҫине ларса, пӗтӗм вӑйран юханшыв варнелле ишме тытӑнтӑмӑр, шавламасӑр ишме тӑрӑшрӑмӑр. Пурте рухана кӗрсе вырнаҫсан, Паганель малалла мӗн тӑвасси ҫинчен Талькав шухӑшне ыйтса пӗлчӗ. Ҫул ҫинчи шурӑ тусан ҫинче ҫисе яман пысӑк татӑк колбаса выртать, унтах пур енче те йытӑ йӗрӗ тӑрса юлнӑ. Вӑл кӑштах курпунне кӑларса ялан ҫӗрелле пӑхатчӗ, анчах вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кукшарах пуҫне сасартӑк ҫӳлелле ывӑтса ҫӗклетчӗ те хӑйӗн хура, нӳрӗрех куҫӗсен хӗрӳллӗ ҫуттипе ҫунтарса илетчӗ, — вӑл ҫивӗччӗн пӑхса илнинче темле курайманлӑх ҫунса тӑратчӗ. — Тав турра, пӗртак лӑпланчӗҫ, — терӗ Андрей. Ӗҫленӗ хыҫҫӑн канмалла манӑн. Депутатсене тивместӗп эпӗ, — терӗ. Шухӑш-кӑмӑлне ярт уҫҫӑн палӑртакан шуранка сӑнлӑ хӗр сукмак хӗрринчи сак ҫинчен тӑчӗ, пӳрт алӑкӗ умӗнче хӑмӑр кӑвак пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ хӗрарӑм курӑнса кайрӗ, вӑл тӗрленӗ батист тутӑрне хӗвелтен хӳтӗленсе пуҫӗ ҫине тытрӗ, ывӑннӑ пек ачашшӑн йӑл кулса илчӗ. — Тӗрӗс, лайӑхах тӗпчесе пӗлмен закон тӑрӑх ҫаплах пулмалла. Фургона пайӑн-пайӑн салатма тивет-и, е вӑл ҫавӑнтах тӑрса юлтӑр. Ӑна салатас тесен те инструментсем кирлӗ, анчах вӗсем ҫук. Ҫитменнине тата вӑл хӑнасене питӗ аван пӑхакан кермен, унта пӗтӗм Санкт-Петербург хули мухтанмалӑх чи чаплӑ праҫниксем пула-пула иртеҫҫӗ. Акӑ пысӑк ҫын, Риверсон адвокат, ларать. Вӑл нумай пулмасть ҫак вырӑнсене таҫтан инҫетрен килсе вырнаҫнӑ. Акӑ вырӑнти пике пырать, унӑн хыҫҫӑн чӗресене ҫунтаракан ҫамрӑк хӗрсем, батистпа та лентӑсемпе капӑрланса лартнӑскерсем, батальонӗпех кӗпӗлтетеҫҫӗ. Акӑ ҫамрӑк клерксем, — ҫак хулара миҫе клерк пур, ҫавсем пурте чиркӳ алӑкӗ патӗнче ҫурункӑ евӗрлӗ стена пек пухӑнса тӑнӑ. Вӗсем, ҫӳҫпуҫӗсене помада сӗрсе лартнӑскерсем, хитре хӗрарӑмсемшӗн ҫу-наканскерсем, хӑйсен хушшипе мӗнпур хӗр иртсе каяссине кӗтсе тӑраҫҫӗ, хӑйсен тутисене ӗмсе, кулкаласа пӑхса тӑраҫҫӗ. Юлашкинчен, акӑ, пуринчен кайран, примерлӑ ача Вилли Меферсон килсе ҫитрӗ. — Вӑтӑр тӑххӑрмӗшӗнче, полковник юлташ! — тӑрса рапортларӗ лешӗ тытӑнчӑкрах чӗлхипе. Сарлака кӑкӑрлӑ хӑй, кавалерист пек ухват ураллӑ. Ун кашни хусканӑвне сӑнаса тӑраҫҫӗ. Акӑ ӑна тата амӑшӗ те, Христофор атте те, Драницкая графиня та, Соломон та вилнӗ ҫынсем пек туйӑнма тытӑнаҫҫӗ. Мана пирӗн кӳме Вестминстер-Голл пекех туйӑнатчӗ, анчах унтан кӑшт лутрарахчӗ. Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ, аннеҫӗм? — Мучи, мана ан тӗкӗн, ман ҫине ан куҫ эсӗ, атту эпӗ мерӑсем йышӑнатӑп, — хытӑ асӑрхаттарчӗ Нагульнов. Малтан фургонпа пӗрле тухса кайнӑ ушкӑнти пек, кунта та хӑйӗн проводник пулнӑ, анчах тӗссӗрленнӗ сӑкманпа кивелнӗ ҫӑм шлепке тӑхӑннӑ вӑрманти ватӑ сунарҫӑ мар, тискер мустанг тытакан ҫамрӑк сунарҫӑ, Мексикӑри мустангерӑн хитре тумтирне тӑхӑннӑ пит илемлӗ ҫын пулнӑ. — Ачасем, илтетӗр-и эсир мана? — хыттӑн кӑшкӑрчӗ вӑл. — Эх, голова садовая, урӑхла каласан — купӑста! — тавӑрнӑ ӑна Маякин кулкаласа. Пӗри ҫеҫ маншӑн паллӑ: манӑн Гэндсран вӗҫерӗнес пулать, унсӑрӑн вӑл мана, нумаях та мар корма ҫине хуса хӗснӗ пек, карап пуҫӗ патне хӑваласа кайма пултарать. Мӗн вӑл метеор тата мӗншӗн вӗсене ҫавӑн пек ят панӑ? — Ӑҫта вӑл? Урисем ун ҫаплах чӗтренӗ. Атӑр, килӗрех, ырӑ ҫыннӑмсем, пурте ыран каҫ ман пата хӑнана килӗр; турӑ панипе хӑна туса ярӑп тетӗп, — ҫапла каланӑ та тупӑкҫӑ, кровать ҫине кайса выртса, часах харлаттарма тытӑннӑ. — Чӳрече каррисене антар, Джим, — тесе пӑшӑлтатрӗ анне. Вӑл ӗнтӗркесе питех салхуллӑн ларнӑ, вырӑнтан тапранасшӑн та пулман. — Апла иккен. Участока сыхлама ҫеҫ. — Эсир ман пата-и, ырӑ ҫынсем? — Каштанка, эсӗ ӑнман япала. Ҫынсемпе лашасем, типӗ сывлӑшпа тата ҫунтарса илекен шӑрӑхпа аптӑранӑскерсем, халь пӗтӗм кӑкӑрӗпе сывлаҫҫӗ. Отряд малалла питӗ шанӑҫлӑн тата паттӑррӑн пырать. Йӗри-тавра пурте кӗрхи ыйхӑпа хытӑ ҫывӑрса хытса кайнӑ; кӑвакрах тӗтре витӗр ту патӗнчи сарлака улӑхсем аран курӑнса выртаҫҫӗ; вӗсене Атӑл касса ҫурса кайнӑ, вӗсем ун урлӑ каҫса кайса, сарӑлса тӗтресем ӑшӗнче ҫухалса кайнӑ. — Пӑхмашкӑн сан хуҫун сӑнӗ-пичӗ интереслӗ тата. — Евгений! — пакӑлтатрӗ вӑл: — мӗн эсӗ ҫак!.. Кунсерен ман пата вӑтӑршар ҫын арӑмӗсемпе, ачисемпе пыра-пыра каятчӗҫ. Вӑл Сергей ҫывӑхӗнчи чул подвалра пек туйӑнчӗ. Сӑлтавӗ паллӑ: Алексей Акулинӑна чун пек юратнӑ пулин те, чухӑн хресчен хӗрне хӑйпе тан шутлама май ҫуккине асра тытнӑ. Лиза вӗсен ашшӗсем пӗр-пӗрне кураймасӑр пурӑннине пӗлсе, вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштерессине шанма та хӑйман. Вӑл хӑйне вигвама мӗншӗн чӗннине пӗлнӗ, анчах Шурӑ Кашкӑр ачана ят хунине хисеплесе ирттерекен ӗҫсем ҫинчен пӗлтерессине хӑйӗн парӑмӗ тесе шутланӑ. Ҫулпуҫӗ сӑмах каланӑ. Ҫул кукӑрне пӑрӑнса кӗрсен, океан курӑнса кайрӗ те пурте ҫавӑн ҫине шӑтарас пек пӑхрӗҫ. Мӗн тейӗр, — теплерен унпа эпӗ урамра тӗл пултӑм. Ирхи салам пултӑр, Янкулеску домнулӗ», — тетӗп ӑна. Иккӗшӗ те вӗсем хӑйсен ашшӗне аса илеҫҫӗ. Ҫамрӑкранах ӑна икӗ ӗмӗт: флигель-адьютанта лекесси тата тупӑшлӑ авланасси канӑҫ паман; пӗрремӗш ӗмӗчӗ часах путланса ларнӑ, анчах иккӗмӗш ӗмӗтӗнчен вӑл ҫавӑнпа тата ҫирӗпрех ярса тытнӑ. — Пулма пултарать, хӑвӑр лайӑхрах пӗлетӗр ӗнтӗ. Эй, кам та пулин кунта килӗр, пӗр стакан шыв парӑр! — «Ҫавӑншӑн тесе килетӗр-и вара ҫакӑнта? «Мӗн те пулсан пулнах вӗсен», шухӑшларӗ вӑл хӑй тӗллӗн: «мӗн пӑхса тӑрам-ха эпӗ ун умӗнче вӑл кайсан? Пурнӑҫӑн калама ҫук пысӑк, аслӑ савӑнӑҫне! — терӗ сасартӑк Назанский куҫҫуллӗ сасӑпа тепӗр хут хыттӑн. Куҫӗсем унӑн йӑлкӑшса илчӗҫ, сӑн-пичӗ тата кӑмӑллӑрах курӑнчӗ. Пурте санӑн! — Эпир ӑна пӗлетпӗр. Тӑхӑр сехетре утрав ҫинче вут ялкӑшса кайрӗ. Вӑл ӑна сивӗ кӑмӑлпа пӑхасчӗ ҫеҫ тесе тӑрӑшнӑ. — Манӑн-и эсӗ? — терӗ пӑшӑлтатса Джемма, — эсӗ часах таврӑнатӑн-и? Эпӗ хама черкке парасса куратӑп. Эх, эсир те ҫав, ман пирки йӑлтах манса кайнӑ! Эпӗ фортепиано патне пырса тӑнӑ вӑхӑтра арӑм хӑйӗн хӗрелсе кайнӑ пичӗ ҫинчи тарне шӑлкаласа епле йӑвашшӑн та телейлӗн, кӑштах хурланчӑклӑрах кулкаланине аса илтӗм. Чакак чаклатса илчӗ те, ухӑ йӗппи пек шӗвӗр тӗклӗ хӳрине сарса, аяккалла вӗҫсе кайрӗ. Аялта тата ҫӳлте — балконсенче — лаптак шкапсем; вӗсенче — пӗчӗк хулӑн кӗнекесем лартса тухнӑ сентресем. Эпӗ ӑна хам ҫуралнӑ ҫемьери ҫынсен пачах та вӑл шутланӑ ҫынсем пек марри ҫинчен каласа патӑм. Пирӗн ҫӗршыври чаплӑ ҫынсен ачисем мӗн пӗчӗккӗренех савӑнса пурӑнма вӗренсе ҫитӗнеҫҫӗ. Вӑл юрату мар. Анчах ун айӗнче те час-часах хытӑ ҫӗр ҫук, ура чӗркуҫҫи таранах путса анать. Лукашка, халь ӗнтӗ вӑйлӑ ӗҫнӗ ҫын пек курӑнаканскер, хӗрсене кучченеҫ валеҫсе пама тытӑнчӗ. Ватӑ негра Том тесе чӗнеҫҫӗ. Пусма ҫине мана Мануйлиха ӑсатса кӑларчӗ. — Роберт ҫитӗннӗ арҫын пекех пулса ҫитнине эпир аванах пӗлетпӗр, ҫавӑнпа та эпӗ унӑн умӗнче пӗр пытармасӑр тӗрӗссине анчах калатӑп. Мӗнле, тӗрӗсех-и вӑл? Каштанка хурлануллӑн йынӑшма пуҫланӑ, ҫав вӑхӑтра хурӗ мӑйне тӑснӑ та, темӗн ҫинчен хӗрӳллӗн те хӑвӑрттӑн, анчах питех те ӑнланмалла мар калаҫма тытӑннӑ. Одинцова ӗнер ларнӑ кресло ҫинех ларчӗ, Базаров та хӑйӗн ӗнерхи вырӑннех вырӑнаҫрӗ. Шыва бассейналла кӗрен сардониксран касса кӑларнӑ тӑватӑ арӑслан пуҫӗ пӗрӗхтерсе тӑнӑ. Андрей, хӑйӗн аллине Павел аллинчен ҫине тӑрсах туртса илме тӑрӑшса, тата пусӑрӑнчӑкрах сасӑпа, йӗрӗнсе калама тытӑнчӗ: — Эпӗ ӑна питӗнчен ҫупса ятӑм та аяккалла утрӑм. — Эпӗ киле ҫитеймесрен шикленетӗр пулас эсир? — терӗ Джемма ура ҫине тӑрса тата плащне тӑхӑнса. Хӑнӑхнӑ ӗҫе яра парать хайхи, эпир киленсех пӑхатпӑр. Гленарван вӑл мӗн калассине чӑтӑмлӑн кӗтет. Чир ернин паллисене хӑвах пӗлетӗн. Ку вара хӗрӗн ытти тумтирӗпе кӑмӑлсӑр пулнине кӑштах ҫемҫетнӗ. — Пӗвӗ ҫӳллӗ вӗсен! — тесе ҫине тӑрать Гленарван. Чӑнах та, эхер леш амазонка эпӗ ун ҫине тарҫӑсем хыҫӗнчен пӑхнӑ чух ӑна яла вӑрласа каясси, унта епле пурӑнасси тата унпа мӗн тӑвасси пирки хам ӑсра мӗн шухӑшланине тӗплӗн пӗлсен, тивӗҫлипех питӗ кӳреннӗ пулӗччӗ ӗнтӗ. Ку ҫул никам тӗпчесе пӗлмен облаҫсем урлӑ каймалла, ҫавӑнпа та таркӑнсем никам пурӑнман вырӑна ҫитсе тухма шанаҫҫӗ. Ку ҫын утти иккенне вӑл палласа илеймерӗ. — Эпӗ малтан паллаймарӑм, йытӑ пуль терӗм, пӑхатӑп — асав шӑлӗсем кашкӑрӑн, мӑйӗ те кашкӑрӑн! — Кӑштах амантрӗҫ ҫав, чулпа лектерчӗҫ, — ответлерӗ Михайлов хӗрелсе кайса, вӑл мӗн шухӑшлани сӑнранах палӑрчӗ. «Куртӑм, эсир маттур иккенне, а эпӗ ҫав тери, ҫав тери айван» текен ҫын сӑнарлӑ вӑл. Вӑл лайӑх вырӑн суйласа илнӗ. Малтан вӗсене пӗр-пӗр мулла Коранран темӗскер вуласа парать; унтан вара ҫӗнӗ ҫынсемпе вӗсен мӗн пур тӑванӗсене парне параҫҫӗ, хӑнисем ҫиеҫҫӗ, эрех ӗҫеҫҫӗ; унтан джигитовкӑ пуҫланать; кирек хӑҫан та вара пӗр-пӗр ҫапкаланчӑк, таҫта вараланса пӗтнӗскер, лӑкӑшти уксах лашине утланать те хуҫкаланать, тӑрӑхлать, ырӑ ҫынсене култарать; кайран акӑ, каҫ пула пуҫласан, хӑнасем пухӑннӑ ҫӗрте, пирӗнни пек каласан, бал пуҫланать. — Кун ҫинчен калаҫса пӑхас пулать. — Мӗн пулса иртет унта? — Паян Симунсен мӑнкунӗ, хупахсем тӑрӑх хӗрессемпе ҫӳреҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, Флоренцире никам та юлманни аван мар, ку вӑл халӗ кирлех мар; пуринчен пахи, — унта, вырӑнта ытлашши ҫын пулсан аван. Санин, ыйӑх килет тесе, хӑй юлташӗсенчен ҫеҫ хӑпасшӑн пулнӑ, анчах пӗччен юлсан, вӑл чӑнах та пӗтӗм ӳт-пӗвӗ чылаях ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ; иртнӗ каҫа вӑл куҫ хупмасӑр тенӗ пекех ирттернӗ-ҫке. Кӗлтӑвакансем хавхаланнӑҫем хавхаланса пыраҫҫӗ, хытӑран хытӑрах юрлаҫҫӗ, юлашкинчен хӑш-пӗрисем йынӑшса ячӗҫ, теприсем макӑрма тытӑнчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра Ерофей Кузьмич ҫитсе кӗчӗ. — Леҫсе парах, Акимушка. Хӑйне хӑй вара вӑл ҫак пурнӑҫа, ҫак йӗркесӗр ӗҫкӗсене хутшӑнакан ҫын тесе шутламан, ирӗксӗртен курса тӑраканни вырӑнне ҫеҫ хунӑ. Алексей чӗрине йывӑр та тискер хуйхӑ капланса тулчӗ. Вӑл хура ҫӗлен мар. Анчах хӗвел тухсан вӑл йӳрӗкленчӗ. Ӗҫӗ кунта пачах та чӑкӑлтӑш мар вӗт. Амӑшӗ ҫӗрле ун патне пырса, ӗҫмелли-ҫимеллисене шӑтӑк витӗр паркаласа тӑнӑ… Эпӗ шутланӑ тӑрӑх, Казондене ҫитиччен тата вунӑ кун утмалла. Пӗр шлюпкӑна вӗсем паҫӑрах тинӗсе илсе пӑрахнӑ. — Тӑхта-ха. Хӗҫ ҫакӑнса тӑракан стена ҫывӑхне пырсан, эпӗ ӑна ярса тытрӑм та каларӑм: «Эсӗ шпион, хӳтӗлен! Du bist ein Spion, verteidige dich!» — Володя! Саспаллин вертикальлӗ пайӗ вырӑнче тӑракан ҫурт пуҫӗнче столовӑй тата килсе, ҫӳрекенсем валли пӳлӗмсем пулнӑ. Вӑл каллех ҫав ҫыру паллисене тупса вулама тытӑнсан? Вӑл паллӑсем мӗне пӗлтернине Эдин хӑй те шухӑшласа тупас ҫук вӗт. Вӑл ҫамрӑк автан пек чӑкрашскер, чикӗ таврашӗнчи йӗркесем хушнине пӑхӑнмасӑр, исполком председателӗ патне кӗрсе ҫырӑнса тухма та кирлӗ мар тесе шутланӑ, хӑйӗн отрядне тӳрех ҫывӑхри Семаки ялне ертсе кайнӑ. Алексей пуҫӗпе сулчӗ. Тата леш качака таки, аҫа ҫапасшӗ пуҫне! — Мӗнле вӗсем? «Ну, пӗтрӗм ӗнтӗ», — тесех шутланӑччӗ, вӑл каллех пуҫне шалалла чикрӗ те:— Ҫак усал хунара урӑх ҫӗре ҫакса хур-ха, Билл, — терӗ, — курӑнса ан тӑтӑр! — Мӗн, санӑн ҫемье пур-и? Ку ӗнтӗ: «эпӗ мӗн тунине ту», тенине пӗлтерчӗ. Роза тенине хирӗҫ: «Эсир ман идеал» тесе ҫырнӑ. Паллашӑр… — Нагульнов палӑрмаллах шурса кайрӗ, ерипен ура ҫине тӑчӗ. Ашшӗ, кӗҫӗн кӗрӳсене аяккалла сирсе, хӑйӗн вӑрӑм та йывӑр аллисене ывӑлӗн хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ: — Ну, кай ӗнтӗ, турӑ телей патӑрах сана! — Шыва путман-и? — ыйтрӗ Гаррис. Нумай арҫын умӗнче айӑплӑ эпӗ». — Мӗншӗн? — Ҫук, пӗлместӗп, — тени илтӗнчӗ унӑн сасси хӑмӑшлӑх ӑшӗнчен. Ҫуртра тата темле няньӑсем пурччӗ, вӗсем пурте повӑра кураймасӑр тӑратчӗҫ; пире хамӑр ҫиес пая типӗллех хамӑр алла пани вӗсене темшӗн усӑллах марччӗ вара. Ҫӗр урай варринче вучах ҫатӑртатса ҫунать; маччари тӗнӗ витӗр тухакан тӗтӗме ҫил каялла вӗрсе кӗртет те, шалта нимӗн курӑнми пулса тӑрать, пайтах вӑхӑт ирттермелле пулчӗ манӑн мӗн те пулин куриччен: вут умӗнче икӗ карчӑк тата темӗн чухлӗ ача-пӑча ларса тухнӑччӗ, вӗсемпе пӗрле ҫӗтӗк-ҫатӑк тумланнӑ пӗр типшӗмрех кӑна грузин ларатчӗ. — Куна эсӗ… кам сӑмаххисене калатӑн?.. Комендант пӳрчӗн чӳречи умӗнче Швабрин тӑнине куртӑм эпӗ. Ольга аккордеон тытрӗ. — Сахал-и мӗншӗнни! Н-да! — йӗкӗт вӑрӑммӑн сывласа илчӗ. Ҫӑварӗ унӑн уҫӑ, вӑл шывран кӑларса пӑрахнӑ пулӑ евӗр хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлать; унӑн нимӗн ӑнланманнипе аптранӑ сӑнлӑ питӗнче сывмар ҫыннӑн хавас тӗлӗнӗвӗ палӑрса каять те, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, самантлӑха кӑна ҫуталса, унтан каллех шикленни, тӗлӗннипе темӗн ыйтасшӑн пулни палӑрать. Вӑл вӑрах кӗлтурӗ, ҫав хушӑра Васька тӳшек илсе килчӗ, эпӗ ӑна шӑппӑн ӑнлантарсан, тӳшекне урайне сарчӗ. Акӑ, акӑ мӗнпе йӑпанаҫҫӗ ҫамрӑксем, акӑ мӗне парӑнаҫҫӗ ачасен опытсӑр чӗрисем! Санин!» — Джордж Джексон, сэр. Пит инҫе! Нимӗҫсем тыткӑнри ҫынна пӑрахрӗҫ те, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Тен эпӗ, Лури сикнине манса, ӑна мӗн те пулин каларӑм пулӗ. Вӑл килте пулӗ-ҫке? Бажанова Павел патне час-часах килсе ҫӳрекен Дорӑна паллать. Ҫак ҫырӑва эпӗ кухньӑри сӗтел ҫине хӑвартӑм. Куратӑп: пӳлӗмре — вӑйсӑр ҫутӑ; атте вырӑнӗ патӗнче салхуллӑ ҫынсем тӑраҫҫӗ. Сиртен тахӑшӗ персе янӑ пуля мана хыҫҫӑн хӑвалакан ҫынсенчен хӑтарчӗ. Юлашкинчен вӑл: май килсенех ӑна империрен кӑларса ярсан, император пит ӑслӑ тунӑ пулӗччӗ, тесе хушса хучӗ. — Апла чӑнлӑх ӑҫта вара, хӑш енче? Анчах хальхинче Щукарь мучин калаҫас кӑмӑлӗ нихҫанхинчен те ытларах пулнӑ-мӗн. Командир хӑлхине кӗчӗ-тӗк — мӗн аванни унта! Вӑл вӗт арестпа ларать. — Ӑнлантӑм. Вӑл урамалла аяккипе тухса тӑрать, унӑн кашни хутӗнчех саккӑршар чӳрече, мал енӗ пулмалла ҫӗрте — тӑватшар чӳрече; аялти чӳречисем иртсе ҫӳремелли ансӑр вырӑналла, килкартишнелле пӑхаҫҫӗ, ҫӳлтисем — карта урлӑ, кӗпе ҫуса пурӑнакан хӗрарӑмӑн пӗчӗк пӳрчӗ ҫинелле тата лапра ҫырманалла пӑхаҫҫӗ. Малалла, малалла! Ангел пек йӑвашчӗ. — Ерофей Кузьмич ӗххӗмлетсе илчӗ те малалла утрӗ, ун умӗнче ҫынсем сирӗлме пуҫларӗҫ. Августӑн малтанхи числисенче Ромаҫ Хусантан пӗр досчаник тавар тата тепӗр досчаник коробкӑсем илсе килчӗ. Яра пар пӗтӗм вӑйран. Пахомий шӑрҫа шутпа шутланӑ пек хирӗҫ калать: — А эсӗ, ҫуйкӑнлӑха юратаканскер, качака таки, хӗрарӑм хӳри хыҫҫӑн ӳстерсе янӑ… Инсаров вара Елена унпа икӗ кунтан курнӑҫма пулнине ӑнланчӗ; Елена вӑл ӑнланнине чухларӗ те хӑвӑрттӑн йӑл кулса илчӗ. Анчах халӗ эпӗ пӗччен мар. Часах эпӗ император кӑмӑлӗ те манран писнине сисрӗм. Мана юратмастчӗ ӗнтӗ Николай Антоныч — ун ҫинчен часах пӗлеймерӗм эпӗ. — Эсир те ӗҫлеместӗр-и, Данило Иванович? — ыйтрӗ Павел. Ҫынни мӗн ятлӑ-ха, — Егор Иванович-и? — Тен, сире шыв ӑшӑтса парас? — Кам илме хӑять шурӑ хӗрарӑма? Салтаксем арпашӑнса чакма тытӑнчӗҫ, анчах офицерӗ малалла ыткӑнса тухрӗ те, салтаксем ун хыҫҫӑн пырса, тарӑн канава чупса анчӗҫ. — Эппин Кораблевах ӗнтӗ. Вӑл, кӗсйинчен тутӑр кӑларса, сӑмсине ҫавӑн пек хӑйса тунӑшӑн айӑпласа, тути ҫинчи табакне веҫех шӑлса тасатрӗ. Сасартӑк капитан улшӑннӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Тупӑ! — Нимех те мар! Кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ, пичӗ ҫинче суран ҫӗвви палӑракан, куҫӗ ҫинех усӑнса аннӑ ҫара хура ҫӳҫлӗ уксах ҫын пӗр лавкка патне пычӗ те, сӑмахӗсене хуҫкаласа, лимонад ыйтрӗ. Сасартӑк вӑл лашине чарса тӑратрӗ те хыҫалалла, хӑй штабӗн начальникӗ енне ҫаврӑнчӗ: — Ҫук, пӑхсамӑр-ха эсир, полковник, пит-куҫсем еплерех вӗсен! Эпир сана хӑвӑн ҫӗр-пӳртне йӑтса кайма пулӑшӑпӑр, килӗшетӗн-и? Ара, эсӗ хайне сӑнран пӑх: вӑл чаплӑ ҫын пулни куҫӗнченех курӑнса тӑрать! Манӑн ӗнтӗ унта халь тин паллакан пӗр чун ҫук, пачпорчӗсен те пирӗн вӑхӑчӗ тахҫанах тухнӑ, ҫитменнине тата вӗсем юрӑхлах та мар. Еленӑн ашшӗ-амӑшӗ килӗнчи пурнӑҫӗ чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитрӗ. Эпӗ шӑпах лартӑм. — Елена Николаевна, — терӗ вӑл юлашкинчен, унӑн сасси кулленхинчен лӑпкӑрах тухни Еленӑна хӑратнӑ пекех пулчӗ, — эсир халь мӗнле ҫын ҫинчен асӑннине эпӗ ӑнланатӑп. — Вӑт мӗнле теветкел господин иккен сан шӑллу, — терӗ Дубков шӑп алӑкран тухнӑ вӑхӑтра, вӑл ун чухне эп мӗн каланине илтеймен пулӗччӗ. Хӑй темӗнле ҫирӗп мар, тӗрексӗр пурнӑҫ тунӑшӑн лайӑх мар пек туйӑнать халь ӑна. Кунта, вӑрман хӗрринчен пӗр аллӑ утӑмра, Зеб йывӑҫ ҫумне лаша кӑкарнӑ вырӑн тупнӑ. Тӗнчере пурне те пӗлекен географ ун ҫинчен тусӗсене ҫапла ӑнлантарать. Кун пек таканлӑ атӑ хуторта, пӗр ҫынсӑр пуҫне, никам та тӑхӑнмасть. Кунта, станцирен пӗр ҫухрӑмра, ӗлӗк чул кӑларнӑ, вара пӑрахӑҫа тухнӑ тарӑн шӑтӑксенчен ҫӑл тапса тухнӑ та халӗ виҫӗ кӳлӗ пулса тӑнӑ. — Вӑрман вӑл — пустуй ӗҫ, — тет Уҫӑп, — вӑл улпут, хысна именийӗ; мужиксен вӑрман ҫук. — Эпӗ шоколад юратмастӑп. Ну, ларӑр та текех ухмахланма пӑрахӑр. — Ну, мӗнле-ха капла? Инсаров каласа пӗтерсен, вӑл тата тепӗр хут ыйтрӗ: — Эсир тем парсан та Российӑра юлмастӑр эппин? Унӑн тӗлсӗр пӑхакан куҫӗсем чарӑнса ларнӑ, сайра хутра кӑна ҫав пӑтранчӑк куҫсенче вӑл упӑшкин сывлӑхӗшӗн пӑшӑрханса пӑлханни, Миронран хӑрани тата лутра та самӑр, тӗреклӗ Якова курсан, юратса савӑнни палӑркаланӑ. Телей ҫук, уйӑх пытанса ларчӗ-ха, манӑн хыпашласа шыраса ҫӳремелле пулать ӗнтӗ. Суту-илӳ туман гаваньсене вӑрттӑн тавар илсе килме май ҫук, тепӗр енчен тата, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, Чивита-Веккиана пурӗ те виҫ-тӑват парӑслӑ кимӗ тата пулӑҫӑсен пӗр шхуни ҫеҫ кӗрет. Ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. Шӑп икӗ ҫул хӗресленнӗ тӗлте икӗ ҫывӑх ҫыннӑн кӗлеткисем тӑраҫҫӗ: ҫӳлли — Артём, ун ҫумӗнчи, пӗчӗк те яштакаскер — Тоня. Ассӑн сывла-сывла, типсе ларнӑ тутисене ҫуллакаласа, вӑл сасартӑк тӑчӗ те, протезӗпе чӗриклетсе илсе, эстрада хӗррине тухса тӑчӗ. Вӑл тӗрӗс. Акӑ икӗ кунтанпа барометр пӗрмай анса пырать. Вӑл паян татах анса ларнине курсан, кӑмӑл пӗрре те вырӑнта тӑмасть: ҫичҫӗр утмӑл миллиметр ҫинче вӑхӑтлӑ тӑрас чухне, вӑл ҫичҫӗр вӑтӑр миллиметр ҫинче чарӑнчӗ. — Вӑл выляса илеймест, выляса илеймест, — тесе кӑшкӑрнӑ ачасем. Чӑнах та вилмен иккен эсӗ! Чӗрӗ-сывах тавӑрӑннӑ, турра шӗкӗр, тӗрӗс-тӗкелех, мӗнле пулнӑ, ҫавӑн пекех таврӑннӑ. Йӗпе тӗттӗмлӗхре, ултӑ фонарӗн вӑйсӑр ҫуттинче хура ҫынсем урисемпе баржӑсен палубисем тӑрӑх тӑпӑртаттарса чупкалаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫав авалтан ҫӗр айне юлнӑ япаласем этем шӑммисем пулман, вӗсем ытти чӗрчунсен шӑммисенчен, ура е пӗҫӗ тунисенчен, тӗрӗс формӑллӑ хӑйраса якатса тунӑ япаласем пулнӑ. Ҫак майсем хӑтарчӗҫ те Францие. Чӑн-чӑнах, выҫӑпа… ачасем аптӑраҫҫӗ, ху пӗлетӗн. — Вӑтӑрмӗш ҫултанпа курманччӗ-ха ун пеккисене, — Костя лар ҫинелле тайӑнчӗ. Кӑтартӑр-ха хӑвӑра. «Тепӗр хут пуҫ тайса пӑхам-ха ӑна, тӗплӗнрех каласа патӑр… Паҫӑр эпӗ хамӑр полкран справка килчӗ, тесе асӑннӑччӗ-ха, ун хыҫҫӑн эпӗ хамӑн тахҫанхи тусӑмран, Осоавиахим шкулӗнчех «тупӑксемпе» пӗрле вӗҫме вӗреннӗ тусӑмран, Миша Голомбӑран, ҫыру илсеттӗм. Анчах ҫав сӑмахсем те пырса тӗкмерӗҫ Александра, вӑл тата кӑмӑллӑраххӑн калама пуҫларӗ, ун сасси хытах янтрамасть пулсан та, пӑхӑр труба витӗр кӑшкӑртса каланӑ пек туйӑнатчӗ. Унтан вӑл пӗр авӑк шухӑшласа тӑчӗ те ҫапла каларӗ: — Ҫук, шухӑшлатӑп-шухӑшлатӑп та, пӗрене юрӑхлӑ мар: касаматсенче пӗрене стена пулмасть. Эпӗ ӑна курас тесе пачах тӑрӑшман… Манра тивӗҫлӗхе ӑнланас кӑмӑл пулсан, эпӗ ҫакӑншӑн сире тав тумалла. — Полковник та ҫавӑн пекех. — Аха, авӑ мӑн кирлӗ пулнӑ сире! — терӗ хохол хыттӑн. Старик хӑйӗн пӗртен-пӗр куҫӗпе ман ҫине тинкерсе пӑхкаласа илчӗ. Сӑнама пултарайман куҫпа пӑхсан, мӗншӗн Зеб ҫавӑн пек тӑрук лаша ҫинчен аннине пӗлме хӗн пулнӑ пулӗччӗ. — Ан пӑхсам ман ҫине… Вара, паллах ӗнтӗ, хам тӳпене лекекен кашни ҫӑкӑр татӑкӗ ман чун ҫине чул пек пулса выртатчӗ. Хамӑн мустанг маншӑн ытла та хаклӑ. Асту, протокол ҫыратӑп, терӗм те хайхине, а вӑл мана хирӗҫ «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрса тӑкрӗ. Ку вара мана кӳрентернӗ пек туйӑнчӗ. Эсӗ каланӑн кашни сӑмаха вӑл урӑхла суя шухӑшпа пӑсса темиҫе хут аса илет; унӑн кашни сӑмахӗ наркӑмӑшпа тулса ларнӑ. Маркиз таврана пӑхкаласа итленӗ хушӑра, сӑрт ҫинчех юлмалла-и е чӑтлӑха кӗмелле-и, тесе иккӗленсе тӑнӑ вӑхӑтра, аркату шӑв-шавӗ чарӑнчӗ, тӗрӗсрех каласан, сирӗлчӗ. Ну, тӑхта-ха, эпӗ сана чипер тӑратӑп е пӑвса вӗлерӗп. — Мӗн, Питер Уилкс пуян пулнӑ-им? — Тинех калаҫса тӑма та кирлӗ мар! — терӗм эпӗ старике. Тӗрӗс калатӑп-и? Фома хӑй Ананий ҫине кӗвӗҫнӗ пек пулнине туйса кайнӑ, вара вӑл часрах Щуров хӑйне ҫаратса юлма пикенни ҫинчен аса илнӗ. Асар-писер шӑв-шав тапранса кайнӑ. — Альтмансем патне вырнаҫни питӗ лайӑх. Халӗ ӗнтӗ цирка ертсе пыраканни тавҫӑрса илчӗ: ӑна улталанӑ-мӗн, вӑл тарӑхса кайрӗ. — Ку тӗрӗс, — ҫирӗплетет Панков. Негрсем, мулатсем тата Мексикӑри индеецсем ларнӑ кимӗсем пирӗн карапа хупӑрласа илчӗҫ, вӗсем пире тӗрлӗрен ҫимӗҫсемпе пахча-ҫимӗҫсем сутрӗҫ, хӑйсем, шыва пӑрахнӑ кашни укҫашӑнах, шыв айне чӑмма хатӗр тӑраҫҫӗ. Елена! вара пурте уйӑрса илмелле мар йӑм хӗрлӗ ҫутӑра ҫухалчӗ. — Ҫапла; анчах, тӗрӗссипех калӑр, эпӗ халӗ ҫеҫ каланӑ чапа юратас кӑмӑл сирӗн те пур вӗт. — Кирек епле пулсан та, эпир вӑлтасем ярса пӑхӑпӑр, кунта та уйӑх айӗнчи ҫӗршыври пекех, апатне кура пулли пырса хыпассине пӑхса сӑнӑпӑр, — терӗм эпӗ. — Эп сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илеймерӗм… — тенӗ Тарас, Люба йӗрӗнӳллӗн, ҫиллессӗн пӑхнипе, Фома калаҫма чарӑнсассӑн. Анчах та сасартӑк вӑл пурне пултаракан ырӑ кӑмӑллӑ турӑ ҫинчен, пурне те тума пултаракан тата пур тӗрлӗ кӗлле те илтекен турӑ ҫинчен шухӑшласа илчӗ. Нихҫан уҫман арчине уҫрӗ, арчинчен япала кӑларчӗ, мӗн кӑларчӗ тетӗр? Карбованецсем! Аслашшӗсен авалхи карбованецӗсене! Эпӗ сан ҫине нумай пӑхса пурӑнтӑм. Мӗн пулнӑ-ха пирӗн 1924 ҫулта? Татаринов Николай Антоныч. Вӗсем виҫҫӗшӗ те сиксе тӑчӗҫ те хӑйсен хули еннелле пӑхса ларакан ҫыран патнелле чупрӗҫ. — Итле-ха, Кассий, ӑнлантарса пар-ха ӗнтӗ, — ҫине тӑрсах ыйтрӗ плантатор. — Тимур!.. — Мӗнле патшалӑхсем, сударь? — тесе ыйтрӗ ача тӗлӗннипе. Ку сӗнӳ пурне те килӗшрӗ. Вӗсем ҫывӑрма выртас умӗнхи кӗлӗ вуларӗҫ те, Сид часах ыйха путрӗ. Хӑй полкӗнчи лару-тӑру ҫинчен кӗскен каласа пӗлтерсен, Озеров капитан ҫавӑнтах хӑйӗн халех дивизи командирӗ патне пырса пӗтӗмпех каласа парас кӑмӑлӗ пуррине пӗлтерчӗ, анчах Бородин генерал полка хӑй пыма пулчӗ. Дикий урамра, ҫавӑн пекех тӗлӗнтерекен ятлӑ тӑкӑрлӑкри 11-мӗш №-лӗ ҫуртра, Цюрберт хушаматлӑ темӗнле ҫын пурӑннӑ. — Пӗр никам та, сирӗн превосходительство. Эпир мӑнастире ҫитнӗ ҫӗре хӗвел чылаях ҫӳле ҫӗкленсе, чиркӳсен тӑррисене ылтӑнласа, ҫап-ҫутӑ ҫутатрӗ. Кашни кровать ҫумне пысӑк чашкӑсемпе яшка лартрӗҫ, пӗрер йывӑҫ кашӑк хурса пачӗҫ. «Чепуха, ним те мар! — Ку ӗнтӗ, эпӗ сире калама пултарнин пуҫламӑшӗ пулать, — хушса хучӗ доктор. — Испанилле-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Суранӗ сурман пулсан, Огнянов хӑйне калама ҫук телейлӗ туйнӑ пулӗччӗ, тен, вара «Ешӗлех те вӑрманӑм, ешӗл вӑрман» тенӗ юрра та шӑратса янӑ пулӗччӗ… — Эпӗ вӗсемпе мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултаратӑп-и? Ҫынсемпе калаҫма та пӗлмест», — тесе шухӑшланӑ вӑл, ӗнер ун патне хӑнана пынӑ становойпа арӑмӗ калаҫма пӗлменнине астуса. О, ман ун пек тӑвас килместчӗ! Ыйтӑвӑн пӗр енне кӑна шута илнипе эпӗ унӑн тепӗр енне асӑрхаман. Вӑл ырӑ кӑмӑлпа тунӑ ӗҫ, эпӗ ӑна хам куҫпа куртӑм, унӑн закона хирӗҫле ҫав тери нумай усал ӗҫӗсене ман умран сирсе ячӗ. Старик… вӑл хӑтарнӑ ачасем… ҫаксем пурте манпа манӑн тивӗҫлӗх хушшине кӗрсе тӑчӗҫ. Аялалла малтан Гусев шуса анчӗ. Балет-им вӑл?.. Ольга тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасенчен тӗрлесе питӗ хитре картинӑсем тунӑ, анчах упӑшки хӑй кӗпӗрне тӑрӑх ҫӳренӗ чухне ун валли ҫавӑн пек тӗрӗсемех илсе килсе панӑ. Ларса пӑхӑп, — сӑмах хушрӗ старик, пур казаксен кӑмӑлне те уҫса. Ҫапла пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпир юлашки саспалли патне ҫитетпӗр — «К» (хытаракан палла эпир йышӑнас темерӗмӗр, пӑрахӑҫларӑмӑр), «патак та ун варринче хӳрисене айккинелле тӑснӑ кукӑрӑлчӑк» ятпа ҫӳрет вӑл пирӗн. Унтан — ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳрече чӑнкӑртатрӗ, кил картинче пӑшал сасси илтӗнчӗ, такам кӑшкӑрса ячӗ… Сӗм-ҫӗрле хӑй кама кирлӗ пулма пултарнине ӑнланса илеймесӗрех, вӑл терраса ҫине тухрӗ те телефон трубкине тытрӗ: — Ку эпӗ, аппарат патӗнче Тимур. «Сталин юлташа мухтав!» Ман хамӑн тирӗксем, турилккесем тата ытти апат хатӗрӗсем пурте кӗмӗлччӗ; вӗсем король майрин чашӑк-тирӗкӗсемпе, кашӑк-ҫӑпалипе танлаштарсан, Лондонра вылямалли япаласем сутакан лавккасенче курнӑ пукане чашӑк-тирӗкӗсем пек анчахчӗ. Ҫав савӑтсене ман няня кӗмӗл ещӗкпе кӗсйине чиксе ҫӳретчӗ; апат ҫинӗ чухне кирлӗ майӗпе ман сӗтел ҫине кӑлара-кӑлара лартатчӗ, кайран яланах хӑй ҫуса тасататчӗ. Унӑн кулли, такама та ерме пултарать, эпӗ те, чарӑнаймасӑр, унпа пӗрле пӗтӗм таверна чӗтресе кайичченех ахӑлтатма тытӑнтӑмӑр. — Унта пурӑнакансем чуптӑваҫҫӗ, ыталаҫҫӗ, пуҫӗсене пирӗн хулпуҫҫисем ҫине хурса макӑраҫҫӗ. Кольхаунӗ вара ҫав ӗҫ ҫине пачах урӑхла пӑхнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрине хулӗнчен тытрӗҫ те, ним калаҫмасӑрах ватӑ ҫӑкасен аллейи тӑрӑх утса кайрӗҫ. Аякран чечек карти пек курӑнакан ҫитмӗл ҫичӗ тӗслӗ маркизам чечекӗсем унӑн чӳречисене хӗвелрен хӳтӗлеҫҫӗ. Чул сӑрт ҫинчен шыв хӗрринелле анмашкӑн аван сукмаках пулнӑ, ҫав сукмак ҫинче нимрен шикленмелли те пулман, — пиратсем шикленмелли пуррине питӗ юратаҫҫӗ-ҫке. Серёжа хӑйӗн атти ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ, пӗр сас-чӗвӗ те илтӗнмерӗ. Никита ӑна килӗшӳсӗр хыттӑн каларӗ: — Каҫар мана. Паллах, эпир Аринӑпа кӑна кӗтменччӗ. Казаксене ту ҫыннисенчен уйӑрса тӑракан Терек пӑтранчӑк та хытӑ юхать, анчах халӗ ӗнтӗ вӑл сарлакарах та лӑпкӑрах курӑнать. Халӗ пуртӑсӑр епле тухса ҫӳретӗн вара? — Хӑйне инкек кӗтнине мӗншӗн каламан эсӗ ӑна? — Мӗншӗн калас-ха? — хирӗҫлерӗ Олеся. Ҫав Ташкента пирӗн инвалидсем ик-виҫ эрнере пӗрре кайса килеҫҫӗ. Европеецсем удупӑн хӳминчен тухсанах дикарьсем урсах кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ. — Ҫук, йӑмӑкӗн ачи… — Мӗн? — Атте! Манӑн атте! — терӗ ҫамрӑк хӗрача, чут ҫеҫ йӗрсе ямасӑр. — Кӑшт тӑхта, эпӗ каласах пӗтереймерӗм-ха. Ҫакна эп лайӑх сисетӗп… Кала эппин… Хура пӗлӗтсем татти-сыпписӗр вутлӑ ҫулӑмпа ялкӑшса тӑраҫҫӗ; электричество пӗр чарӑнми тухса саланать; унта-кунта темӗн чухлӗ шыв юписем сывлӑша ҫурса улӑхса каяҫҫӗ те; кӑпӑкланса каллех аялалла персе анаҫҫӗ. Министр хӑйӗнчен мӗн ыйтнине пурнӑҫа кӗртме пулса шантарса сӑмах пачӗ пулсан, ҫав ҫыннӑн вара ҫав тери асӑрханса пурӑнмалла пулать. Отряд ерипен тӑвалла хӑпарма пуҫларӗ. Пурте котелоксемпе кухня патнелле утрӗҫ. Вӗсем юхӑннӑ колонин кичемлӗ ванчӑкӗсем пулнӑ, ҫак вырӑнсенчи пурлӑхсемпе унти вӑрмансен пуянлӑхӗ ҫинчен калас пулсан, вӑл ята асӑнма та аван мар: «Дункан» Голод порчӗн умӗпе иртсе пырать. Уттине пӑтраштарса ярса, Умрихин пӗр-икӗ хутчен хӑвӑрт ярса пускаларӗ те Андрей ҫинелле пӑхса илчӗ, — лешӗ, наҫилккана алӑран вӗҫертмесӗр, яка мар хупӑллӑ пысӑк хурӑн ҫумнелле тайӑнса тӑчӗ. Ҫук ӗнтӗ, тӑванӑм, ваттисем калашле, «урасӑр ҫын ташӑҫӑ пулаймасть». — Тӗлӗнмелле лайӑх чӗрчун-ҫке! — терӗ темиҫе ҫын сасси, тыткӑна лекнӗ мустанга ҫурт патне илсе пырсан. «Кун пек калаҫма кам вӗрентрӗ сана?» — тесе ыйтнӑ Алексей ахӑлтатса, — сирӗн улпут хӗрӗ патӗнче тӑракан ман пӗлӗш хӗр Настя мар-ши? — Кам! Мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑн пек хӑтланни яланах уншӑн усӑллӑччӗ, кирек мӗнле ыйтупа та вӑл ҫиеле тухатчӗ. Ӗҫ тухмасан е чир вӑраха тӑсӑлас пулсан, Корытов патӗнчен те унӑн нимӗн тумалли те пулас ҫук. Беседкӑсемпе клумбӑсене пачах айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса пӗтернӗ пуль? — тесе ыйтрӗ хурланнӑ сасӑпа Нелли. Сасси вара, ман шутпа, кӑмӑла пӑтрантаратчӗ. — Вӑл лӑпкӑн ҫывӑрать, халь ӗнтӗ ирпе ҫеҫ вӑранӗ, — хӗпӗртерӗ амӑшӗ. — Ӗҫместӗп, тав, — тенӗ вӑл ҫамкине пӗрӗнтерсе, унтан иккӗмӗш чӳречи патне, сак ҫине кайса ларнӑ. Дик, паллах, тата фок-мачтӑн сулахай лиселӗсене хӑпартма пултарать, анчах вӗсене лартасси те, тӑвӑллӑ ҫил тухас пулсан, хӑвӑрт илесси те — питӗ йывӑр ӗҫ. Денни пуҫне силлесе илнӗ. — Пӗр-пӗринсӗр епле пурӑнӑпӑр-ха эпир? Бекки пуҫласа сӑмах хушнӑ. — Том, манӑн шутсӑр ҫиес килет, — тенӗ. Макар кӑмака ҫумне таянса тӑнӑ кил хуҫи ҫине куҫне мӑч та тутармасӑр пӑхать. Ухмах пуҫпа ҫуркунне каллех урана йӗпетрӗм те каллех аптраса ӳкрӗм! Вӑл ҫав тери вӑраххӑн хускалкаларӗ. — Кофе хатӗр-и? Итлесе пӑхар-ха ӑна, вӑл Уйӑх ҫинчи ҫак ракета пирки мӗн калӗ. Ракети шӑпах эпир анса ларнӑ ҫӗрте вӗт. Кун пирки мӗнле ӑнлантарса парӗ тата. Ачасем малалла та малалла, хула патнелле, чупрӗҫ. — Мӗншӗн пире Казондене илсе килчӗ?» Ӑҫта пирӗн хушӑри уйрӑмлӑх? Ҫӗршыв варринчи суту-илӳ кантурне таврӑнмалла пулать пуль, ватӑ Алвиш ун пирки шутлакалать. Ун пекки текех тупаймӑпӑр эпир… Картишӗнче темӗнле хӗрарӑм выртать, Даша инке ӑна ҫӑварӗнчен вӗрет. Ҫавӑнпа та эсӗ, Виктора Павлуша ҫинчен каласа парса, пысӑк йӑнӑш турӑн. Сасартӑк тӗлӗрекен тавралӑхра ҫиҫӗм ялкӑшса илчӗ, ун хыҫҫӑн хӑлхана питӗрекен сасӑ кӗрлесе кайрӗ. Ун ҫинчен сӑмахпа та каласа панӑ, хаҫатсенче те ҫырнӑ, — вӑл историсем пулма пултарайман пек туйӑннӑ, анчах та пурнӑҫра вӗсем чӑн-чӑнах пулса иртнӗ. Тӗмӗсем айӗнче ларса е выртса вӗсем пирус туртаҫҫӗ, сайра хутра — ытлашши антӑхмасӑр — эрех, сӑра ӗҫеҫҫӗ те таҫта каялла, аса-илӳсен ҫулӗпе каяҫҫӗ. Малтанах палӑртса хунӑ укрепленисем валли кунашкал тупӑ ҫирӗме яхӑн туса хатӗрленӗ, анчах вӗсене халлӗхе хуларах хӑварнӑ-ха, кӑна вара вӑл мӗнле перет-ха тесе, етри инҫе каять-и тесе сӑнаса пӑхма илсе хӑпартнӑ. Эсӗ ҫын ӗҫне ан хутшӑн, тухса вӗҫтерех кунтан хӑвӑн ухмахла канашусемпе! Итле-ха, хӗрарӑмсене те вӗлеретпӗр-и эпир? — Эпӗ чухӑн ҫын. — Ку кӗленчене вара, ӗнтӗ ҫаплах пултӑр эппин, сана ӗмӗр асӑнмалӑх парнелетӗп. Кирек ӑҫталла пӑхсан та ҫара тӑрӑллӑ вулкан тӑвӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. 1795-мӗшпе 1797-мӗш ҫулсенче хастарлӑ ҫынсем икӗ ҫамрӑк, Флиндерс тата Басс, сакӑр футлӑ кимӗ ҫине ларса, кӑнтӑр енчи ҫырансен тӑрӑхӗпе ҫӳренӗ. Анчах Сашенька ӑна килӗшмерӗ, вӑл килсе кӗрсен, Павел амӑшӗ хӑйне хӑй яланах пӑлхануллӑ, темле аван мар туйрӗ… Амӑшӗ ӑна сӑнаса, хӑй ӑшӗнче кулса:«Акӑ ӗнтӗ эпӗ те лайӑх ҫын шутне кӗретӗп», — тесе шухӑшларӗ. Тен, юра ҫилпе вӗҫтерсе кайнӑ вырӑнсенче сивӗ тивкелӗ… Вӑл тӑватӑ сехет кӑтартать, халь июлӗн юлашки кунӗ е августӑн пӗрремӗшӗ пулнӑ пирки, — икӗ эрне каярах вӑл кунсен шутне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та вӑл халӗ мӗнле кун иккенне тӗплӗнех каласа параймасть — вӑл ҫак вӑхӑтра хӗвел яланах ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫӗнче пулнине пӗлнӗ. Вӗсем ҫарапуҫӑн, пуҫ тӳпи ҫинчи вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисене вӗлкӗштерсе килеҫҫӗ. Ун пек пулма пултарасси пӗр япаларан палӑрчӗ: унта ытла та нумай ылтӑн-ҫке, унашкал нумай ылтӑн тӗлӗкре кӑла пулма пултарать. Пӗрре вӑл, ассӑн сывласа илсе, ашшӗне ҫапла каласа хунӑ: — Анфиса аппа санран лайӑхрах пӗлет, — тенӗ. Грассини ун ҫине мӗнле пӑхнине Риварес хӑй пӗлмест те-ха. Тен, ун трюмӗнче хаклӑ япаласем сыхланса юлнӑ, вӗсене «Пилигрим» ҫине куҫарма май килмӗ-ши? — Ыйтах, Аксель, ыйт. Ҫав самантра Огнянов хыҫӗнче хыттӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Ку аван. Вӑл хут татӑкне лӳчӗркесе тӑкрӗ, ӑна вуламасӑрах пӑрахасшӑн пулчӗ те каярахпа ҫакна ыттисем курасса асне илчӗ, ҫырӑва кӗсйине чиксе хучӗ. Таҫтан полици пырса ҫитрӗ, халӑх чупсах пухӑнма пуҫларӗ. Ҫакӑн пек икӗпитленни Воропаевӑн чӗринче кӳрентернинчен ытларах темӗнле йӗрӗнчӗк туйӑм ҫуратрӗ, анчах мӗнле те пулин выводсем тума вӑл халлӗхе питӗ сахал пӗлет-ха. Суйлама пултаратӑр. Чӑнах та, темиҫе ҫул ӗлӗк, хӑйӗн минералоги классификацийӗ енӗпе ӗҫленӗ чухне, пичче пӗртте апат ҫимесӗр хӗрӗх сакӑр сехет ирттернӗччӗ, ҫитменнине тата ҫав наука диетине унпа пӗрлех пӗтӗм кил-йышӗсен те чӑтса ирттермелле пулчӗ. Вӑл ӑна кровать айне пытанма хушрӗ; хӑрушлӑх иртсе кайсан, хӑйӗн горничнӑйне — тыткӑнра пурӑнакан тутар хӗрачине чӗнсе илчӗ те ӑна Андрия асӑрханса сада илсе тухма, унтан хӳме урлӑ каҫарса яма каларӗ. Идиотла цилиндр тӑхӑннӑ самӑр арҫынпа хӗрарӑм, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑна-ҫыпҫӑна, темӗн те пӗр киревсӗрле хӑтланса авкаланаҫҫӗ. Павел хыҫӗнче темӗнле мӑнтӑр кӗлетке мӑшлатса тӑрать. Кирлех пулсан ҫӑрана алӑпа туртса уҫаятӑн. Грант капитанпа пӗрле ҫӳренӗ ҫын экспедицине пысӑк усӑ кӳрессине пӗлсе, Гленарван Падди О'Муртан Айртона похода яма ыйтрӗ. Эпир шахтӑсене,Чул кӑлармалли вырӑнсене таврӑнмастпӑр. Эпир хӑрушӑ, вилӗ коридорсенеТаврӑнмастпӑр. Машинӑсем, машинӑсем патне те! Аристократиллӗ хӗрарӑм ӑна йӑлтах тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. — Мӗншӗн эсӗ капла тӑхӑннӑ? Эпӗ ӑна хам мӗнле пӗлнӗ пек: «Ҫав ҫынсем мана килӗшеҫҫӗ, вӗсем ӗҫлемесӗр, савӑнӑҫлӑн пурӑнаҫҫӗ» тесе каласа патӑм. — Халӗ кайса канӑр. Вӗсен хыҫӗнче пӑч-пӑч чӑпар мустанг кӗҫене-кӗҫене илни илтӗннӗ, анчах ӗлӗкхи юлташӗсем ӑна астуман пекех пулнӑ. * * * Темиҫе кун иртсен, парӑшсене пушатса, пӑрахут Перӗме тухса кайма хатӗрленсен, Ефим, темӗн чул курас килмесен те, ҫакна курнӑ: ҫыран хӗррине пӗр лав пырса тӑнӑ, ун ҫине хура куҫлӑ Пӑлаки хӑйӗн арчипе тата темӗнле ҫыхӑсемпе ларнӑ. Шӑпа Том Аустина, Вильсона тата Мюльредине тухрӗ. Том Аустин — капитан помощникӗ, Вильсон — маттур та харсӑр матрос, Мульреди — тӗнчере мӗнле чемпион чӗнсен те чӑмӑрккапа ҫапӑҫма тухма хӑраман ҫын. Историрен пурте ҫакна пӗлеҫҫӗ: вӗсен темиҫе ӗмӗре пынӑ кӗрешӗвӗпе канӑҫсӑр пурӑнӑҫӗ Европӑна ҫав лӑпланма пӗлмен тӑшмансен, ӑна аркатса тӑкма шутлакан тӑшмансен тапӑнӑвӗсенчен ҫӑлса хӑварнӑ. Мӑнтарӑн хӗрӗ, миҫе хут кӗре-кӗре тухрӑм эпӗ унӑн пӳлӗмне! Ӳкерчӗкӗсем манӑн чуна вӗчӗрхентерме, тарӑхтарма тытӑнсанах, эпӗ унӑн кивӗ альбомне кӑларса вулатӑп. Суя япала! Нимӗн те мар! ҫаксем пурте ыранах пӗр йӗр хӑвармасӑр ҫухалӗҫ… Анчах Калугин вӑл каланине итлесе пӗтереймерӗ. Вӑл нихӑҫан та вӗсен калаҫӑвне хутшӑнман, итлесе ҫеҫ выртнӑ, ҫав хушӑра хӑйӗн кӗске чӗлӗмӗнчи кӗлне пӳрнипe вӗҫӗмсӗр пуснӑ (вӑл чӗлӗмне пӗрре те ҫӑвартан вӗҫертмен). Вара, куҫне кӑшт хӗссе, чылайччен ним чӗнмесӗр ларнӑ: пӗлмен вара козаксем, те ҫывӑрнӑ вӑл, те ҫав-ҫавах итленӗ. Марьинӑри пурӑнӑҫ хӑй йӗркипе юхрӗ: Аркадий лайӑх ӗҫсе-ҫисе канса пурӑнчӗ, Базаров ӗҫлерӗ. Татах тепӗр хутчен Марийка ҫине пӑхса илсе, шӑппӑн Костьӑна сӑмах хушрӗ: — Ахаль мар вӑл чупсах килчӗ! — терӗ вӑл. Сахал мар йӑпатнӑ-ҫке эпӗ те шуйттана… анчах эпӗ туррӑн ырӑ кӑмӑлне ӗненетӗп; Яшка — апла мар, вӑл вара — тӗлӗке те, рая та, тамӑка та нимӗн чул та ӗненмест. Тупрӑмӑр та вырӑн, ҫӗр ҫӑтасшӗ! Мана йӑмӑкшӑн, хамӑршӑн, аттешӗн хӑйӗншӗн малашнехи кун-ҫулта лайӑххи нимӗн те пулас ҫук пек туйӑнать. — Кил-ха ман пата. Эпир чӗтресе ним чӗнмесӗр утатпӑр. — Калаҫатӑн тем кирлӗ мара, Ҫемен, пӗчӗк ача пек, — кӑмӑлсӑр хушса хучӗ Лушка. Эпӗ Альбинӑна хӑйӗн кун ҫулӗнчи тӗксӗм кунсен мӗлки унӑн хӗрӗн ҫулӗ ҫине ӳкмелле мар тесе ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. — Ку ӗнтӗ эсир йӑнӑшнине ҫеҫ кӑтартса парать, господин Паганель. (Ырласа хи-хи! тесе кулни илтӗнчӗ.) Вӑл лампӑна сӳнтерчӗ, сивӗ вырӑн ҫине выртса, витӗнчӗк айӗнче хутланчӗ те часах ним пӗлми ҫывӑрса кайрӗ… Кулмалла вӑрӑм та ырхан тухтӑр мана пӑхсассӑн, мӑн сасӑпа лӑпкӑн каларӗ: — Кунта хӗнесе асаплантарни ҫинчен протокол ҫырас пулать. — Кам ман ҫине ҫакӑн пек пӑхас?.. — тесе шухӑшланӑ вӑл. Эсӗ кӗнекесем вула, унта мӗн кирли пурте пулма кирлӗ Вӑл пустуй япала мар, кӗнекесем! — Аван ҫурт-и? — Ҫапла, Севастополе каятӑп. Ровоама хаджи патне таврӑнмалла-и? Каллех ӑна пӑхӑнса пурӑнмалла-и? Е Марко Иванов патне каймалла-и? Салли аппа пӗҫҫине шарт ҫапрӗ те калас сӑмахне те калаймарӗ — манӑн вара ӑҫта та пулин аяккалла пӑрӑнас килчӗ, анчах нумайлӑха мар, мӗншӗн тесен вӑл акӑ мӗн каласа хучӗ: — Ну, хам та ҫапла шутлаттӑм! — Вӑл пирӗн патра пурӑнать-и ӗнтӗ? Анчах сирӗн шухӑшӑрпа ку пӗтӗмпех романтизм. Мӗнле уйрӑлмалла-ха унран? Эпӗ унӑн яланхи пек мар хӗремесленнӗ шуранка пит-куҫне пӑхса тӑтӑм. Ман ӑшӑмра хӑнӑхнӑ йӗрӗнӳрен урӑх нимӗн те вӗчӗлтетмерӗ. Унӑн ҫинче симӗс тутӑхни пулма пултарать. Мӗн чухлӗн асапланакансем пулчӗҫ! Мӗн чухлӗн пуҫ хучӗҫ! Мӗн чухлӗн вилсе выртрӗҫ те тарӑхрӗҫ! Атя! Ытлашши ӗҫме юрамасть пире, вӑхӑчӗ ӗҫмелли мар халӗ, эсир ан кӳренӗр унта. Анчах пӗри те, тепри те паразитла пурӑнаҫҫӗ, ҫакна хӑйсем пӗлеҫҫӗ-ха, тарӑнра, чунӗсен тӗпӗнче пӗлеҫҫӗ, анчах ӑна ӑстӑнпа, пуринчен ытла — пурнӑҫ урлӑ тишкерме хӑраҫҫӗ. Ҫак ятсенчен эпир халӑхсен чӗлхинче авалхи тӗшмӗшлӗхсем, йӑли-йӗркисем сыхланса юлнине те курма пултаратпӑр. Вӗсем — ҫапла тума кирлӗ тенине ӗненеҫҫӗ! Вӗсем хӑйсем юратас ҫынсене тӳрӗ вилӗмрен ҫӑлса ҫеҫ паллашаҫҫӗ, урӑхла пулмалла та мар… Кошевой ку ыйту ҫине ответ паман. Ҫур сехетрен эпӗ хамӑн кукка ҫурчӗ хыҫӗнчи сӑрт тӑрринче пулатӑп. — Итле-ха, Веля, — каллех пуҫларӗ вӑл, ӑна аллинчен тытса. Пӗр котелок вӗретнӗ шыв ӗҫсе ярсан, вӑл хӑй ура ҫине тӑма та, утма та (вилме пуҫланӑ ҫынсем утаҫҫех пулсан) пултарнине туйса илчӗ. Урса кайнӑ ҫав вӑйӑ карти варринче, ама-туррӑн урисем патӗнчех, Ливан тӑвӗсем ҫинчен килнӗ вӗлтӗртетекен шап-шур тумла ютаха ӗненмелле мар хӑвӑртлӑхпа пӗр вырӑнта ҫавӑрӑнса тӑнӑ. — Вилчӗ-и? — ыйтрӗ вӑл. Вӑл хӑйӗн ӑшне ҫур пуса тӑракан чӑнлӑхсемпе, кӑвакӑшланнӑ ӑслӑлӑхӑн кам кӑна ҫӳлелле тӗллесе, кӑшламан татӑкӗсемпе персе тултарать. — Сывӑ-и Сидор, — терӗ тачки, счет шӑрҫисене шатлаттара. Хуҫа майри пӗчченскерччӗ тата хӗрхенсе каймаллах мӗскӗнӗн туйӑнатчӗ вӑл; тутлӑ эрехсем ӗҫсе кӳпетчӗ те чӳрече умӗнче юрласа ларатчӗ: — Никам та мана хӗрхенмест,Никама та эпӗ шел мар, Никам та ман хуйхӑма пӗлмест, Хуйхӑм ҫинчен кама калас? Юратса ӑсталанӑ пукан яланах аван, илемлӗ, тӗреклӗ… Вӑтаннипе пуҫне усса шӑппӑн: «Ку Психея», тесе каласа хучӗ. Мӗншӗн эпӗ Артём пек пысӑк та вӑйлӑ мар-ши?» — шухӑшларӗ вӑл. — Вӑл ачине пуҫӗнчен шӑлса ачашласа илнӗ. — Пысӑк ҫын пулать! Ординарец малалла чуптарчӗ. Василий Иванович хавасланса ӳкрӗ. Унтан тухсан, Давыдов хӑй хваттерӗ тӗлне ҫитичченех Андрейрен тӑрӑхласа пычӗ: — Колхоз председательне вӗлересрен хӑтарса хӑвартӑн иккен! Контрреволюци, ҫиллине шӑнараймасӑр, ҫӗршывӑн кӑнтӑр пайӗнче Совет влаҫне хирӗҫ восстани ҫӗклеме хӑтланни, истори малтанах пӗтме пӳрнӗскер, ҫапла путланнӑ. Анчах Наталья темскер асӑрхарӗ. Эсир мӗн хастарланатӑр-ха?… — Ҫук, сэр, хам астӑвасса та курман эпӗ сире. Хӑранин, пӑлханнин те чӗрере темӗн хытса кутӑрланнин ӑнланмалла мар туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ ӑна, калаҫма чарса, чӑрмантарса тӑчӗ. Ҫак хушӑран тухсан, ҫулҫӳревҫӗсен куҫӗ умӗнче тӗлӗнмелле илемлӗ улӑх уҫӑлчӗ, унта тропикӑри хаваслӑхпа кӑпӑш ҫулҫӑсемпе темӗн ҫӳллӗш йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. — Валя! — терӗм эпӗ. Йӗпе господин ӑна чаркаласа, уссисене ӗмсе, тарӑхса:— Пӑрах ӑна, тӑмсая… — тетчӗ. Унтан флягӑран лайӑх сыпса илнӗ, чӗлӗмне чӗртсе янӑ, каллех локуст вулли ҫумне тайӑнса ларнӑ та, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытса, малалла пӑхма пуҫланӑ, Каса-дель-Корво хапхи ҫинчен куҫӗсене илмесӗр пӑхнӑ. Эпӗ, отец Герасим та унӑн ырӑ майри те хама йӑпатнине итлемесӗрех, Марья Ивановна умӗнче нумайччен тӑтӑм. — Ҫапла, ҫур дюжина ҫитнӗ те пулӗччӗ, — ассӑн сывласа калаҫрӗ Халл капитан. Кита лайӑхрах курас тесе, вӑл бушприт ҫине хӑпарчӗ. Ӑҫта карӗ-ха? Хӑнасем йышӑнма ытла каҫа юлнӑччӗ ӗнтӗ. Ҫав харсӑр ачана пурте юратса тӑраҫҫӗ: ӑна хӑй ачи пекех савакан Паганель те, яланах сиввӗн ҫӳрекен майор та, пуринчен ытла Гленарван, пурте ӑна савса юратаҫҫӗ. Тултарса лартӗ те, ир тухса та каяймӑпӑр», тесе шухӑшланӑ вӑл, ҫил вӗрнине итлесе, — ҫилӗ ҫуна пуҫне вӗрсе, ун хупне авӑнтарнӑ, юр иле-иле пырса ӑна ҫаптарнӑ. Индеец таврашӗ ҫывӑхра ҫук. — Сире ку япала ҫиллентермест-и? — ыйтрӑм эпӗ. — Ҫавна никама та каламасӑр усрӑр ҫеҫ, майор. — Хӑвӑннисемпе сухалаймастӑн-и вара эсӗ? — Ӗмӗрте те ун чухлӗ сухаласси пулмасть! «Тӑна кӗрсе, лӑпланас пулать», — тенӗ вӑл хайне хӑй, анчах вӑл чарӑнайман, пӗрмаях лашине хӑваланӑ, хӑй ҫиле май кайнине те асӑрхаман. Картиш варринче чарӑнса тӑрса, вӑл фабрика шавлӑн кӗрленине итлерӗ. Руле сулахаялла! Пирӗн вӑрттӑн шухӑшсем Ирхи апатчен вӑхӑт пӗр сехете яхӑнахчӗ, эпир вӑрмана кайса килме шутларӑмӑр. Хирӗҫекенсем черетпелен печӗҫ, пӗр-пӗрне сиен тавраш туни пулмарӗ, анчах ҫакӑнпа пӗрлех вӗсем ҫав тери пысӑк хастарлӑх кӑтартрӗҫ. Иккӗшӗ те вил-ӳсӗр пуличчен ӗҫрӗҫ, анчах эпӗ сӑнарӑм, ҫапах король пӗрре те укҫана хӑй вӑрламан тесе каламарӗ. Упана сӑнчӑрласа лартнӑ, анчах вӑл хӑйӗн йӑвине ҫӗмӗрсе тухнӑ та картиш тӑрӑх мӑйӗнчи сӑнчӑрӗн вӗҫӗнчи пӗренене сӗтӗрсе ҫӳренӗ, хӑй малти урисемпе сулкаланӑ, пуҫне унталла-кунталла пӑркаланӑ. Туртсам-и ӗнтӗ лайӑхрах, алӑсӑр шуйттан! Вӑл факторирен тухса кайнӑ тесе шухӑшлама та ҫук — хӳме питех те ҫӳллӗ. Куҫусене мӑчлаттарса тӑратӑн-и тата, усал йӗксӗ-ӗ-ӗк? — Нимӗнех те мар, акӑ — чей ӗҫме сан валли хурлӑхан татса килтӗм. — Акӑ, хӑвах куратӑн. «Кам килет?» кӑшкӑрса ячӗҫ темиҫен пӗр харӑс. Тарас хӑй умӗнче хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем чылайӑн тӑнине асӑрхарӗ. — Ну, туртӑн тата! — тенӗ. Марфа Дмитриевнӑна чунран кӳрентерчӗ. «Пӑр задачӑна хӑех татса парӗ» тесе ҫырнӑ вӑл пӗр страница ҫине. Каҫарма пултарсан — каҫар мана, мӗн йывӑра илнине пӗтӗмпех каҫар… Сана, вилнӗскере, кӳрентертӗм пулсан — каҫар… Колхоз ҫулӗ — пӗртен-пӗр тӗрӗс ҫул иккенне, ҫав ҫултан пӑрӑнма ҫук иккенне пурте вӑл туйнӑ пек, вӑл ӑнланнӑ пек ӑнланса илейӗҫ-ши? Тимур Колокольчиковсен дачи умне ҫитрӗ. Дача умӗнчи сада кӗчӗ те вӑл, йывӑҫ хӳттине тӑрса, шик! шӑхӑрчӗ. Эх! — Укҫа та ҫук-и? Хӗрсем мӗн Энска ҫитиех юрласа пычӗҫ, ҫӗрле те вара вӗсем темшӗн ҫывӑрасшӑн пулмареҫ. Каҫхине, вунпӗр сехет ҫитерехпе, майор йывӑр ыйхӑран вӑранчӗ. Леш пӑрӑнчӗ. Изот мана куҫӗсемпе виҫсе илсе: — Приказчик пулатӑн-и? — тесе ыйтрӗ. Вӑл ҫав тери тӗлӗнмеллескер пулнӑ, ӑна малтан нихӑҫан та курман ҫынна вӑл пӗртте ӗненмелле мар пек туйӑнса кайма пултарнӑ. Ун ҫийӗнче пӗр хӗрлӗ сорочкӑпа (урӑхла каласан, пуҫ ҫинчи пурҫӑн тутӑр) тӗс кайнӑ сенкер ҫитсӑ кӗпе ҫеҫ; ӑна ҫапах та чӑтма ҫук вӗри. Ҫав пӳртсенчен хуҫисем тахҫанах тухса кайнӑ. Вӑл халь лӑпкӑрахчӗ, ытлашши пӑлханнипе ывӑнни путарнӑччӗ. Австриецсем те ҫавӑн пекех шутлаҫҫӗ пулӗ, тесе шансах калатӑп эпӗ. Николай Антоныч мӗн кӑна тумастчӗ-ши ун валли. — Ан хӑрӑр, — чухласа илчӗ Лозневой, — ҫывӑхра никам та ҫук. Мана пӗччен тухса кайма ҫӑмӑл пулчӗ тетӗн-и? — Тавтапуҫ… халӑхшӑн!.. — Дикарьсенчен-и? — ыйтрӗ Гленарван. Астӑватӑп-ха, эпӗ ун чухне пӗчӗккӗччӗ… Пирӗн горничная тухса кайрӗ. Чӑнахах та «эпидеминчен» Мюльредин пӗртен-пӗр лаши те ҫухалнӑ. Пӗлетӗн-и, вӑл мана мӗн каларӗ? Сӑвӑсене вӑл кирлӗ мар ҫӗртенех вулать, хуҫалӑх тӗлӗшпе темле, пултарать-ши вара хӑй, — ҫапах та ырӑ ҫын вӑл. «Тӑнлавран! — тет вӑл шӑппӑн, пурте чӗмсӗррӗн тӑнӑ май. — Кунсӑр пуҫне, санӑн шанчӑклӑ казаксене хамӑр майлӑ ҫавӑрмалла. Таня ҫутҫанталӑк ҫине ӗҫлӗ ҫын пек пӑхать, ӑна хальхи самантра мӗн интереслентерет, ҫавӑн ҫинчен ҫеҫ шухӑшлать. Пирӗн килте кантӑксем пӗчӗккӗ, ансӑр, манӑн карчӑк вара, эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, мӑнтӑр та тем пысӑкӑш. Ҫапла вара, пӗр хурлӑхлӑ япала пулман пулсан, Бенедикт пичче тӗнчери чи телейлӗ энтомологсенчен пӗри пулнӑ пулӗччӗ: коллекцин шӑвӑҫ ешӗкӗ унчченхи пекех айӑкӗ ҫинче ҫакӑнса тӑрать пулин те, сӑмси ҫинче куҫлӑх пулмарӗ, кӑкӑрӗ ҫинче те лупа ҫук. — Питех те тӗлӗнмелле! — терӗ майор. — Часрах калӑр, вӗсем ҫине мӗн ҫырни ҫинчен пирӗн питех те пӗлес килет. Эпӗ тӗлӗннипе ним тума та пӗлмерӗм. — Эпӗ сигнал памасӑр, хӑвӑра ан палӑртӑр, — терӗ Пӑван шӑппӑн, анчах ҫирӗп сасӑпа. Тӑп тӑр! — Ну, мӗнех вара? — ҫилленсе ыйтрӗ арӑмӗ. Кӑнтӑрла тӗлне ушкӑн виҫӗ миля утрӗ, никама та тӗл пулмарӗ. Е-е, турӑ тӑрӑшнӑшӑн парать, хӑяккӑн выртакан кахалсене е тата ухмахсене памасть. Фёдор вӑл каланине итленӗ хушӑра хӑй ӑшӗнче темӗн ҫинчен шухӑшлать. — Кӳрентӗм! Ҫав йывӑр кӑмӑла эпӗ нумайччен чӗрере ҫӗклесе ҫӳрерӗм, анчах каласа памалли ҫын никам та ҫукчӗ, ҫавӑнпа та каласа парас кӑмӑл ахалех ҫунса кайрӗ. — Хм! Пирӗн йышшисем туртма пуҫласан вара, инкек! Вӑл хӑйне ырӑ тӑвакан мӗнпур ҫынсемшӗн (вӑл хӑйне йышӑнакансене ҫапла калать), ҫав шутра аннешӗн, пирӗншӗн, хӑйӗншӗн кӗлтурӗ, турӑран хӑйӗн йывӑр ҫылӑхӗсене каҫарма ыйтрӗ, ҫине-ҫинех: «Турӑҫӑм, каҫар ман тӑшмансене!» — тесе каларӗ, ӗхлетсе тӑчӗ те каллех ҫав сӑмахсене ҫине-ҫинех асӑнчӗ, урайне перӗннӗ май чӑкӑртатакан асап кӗпи йывӑррине пӑхмасӑр, темиҫе хут та пӗшкӗне-пӗшкӗне илчӗ. Ӑҫта илсе кайнӑ? — хивреленсе ыйтрӗ Марко. Чӑмлаҫҫӗ вӗсем пире, чӑмлаҫҫӗ те ӗмсе илеҫҫӗ… — Вил те, вырӑнтан ан тапран! «Ҫапла тет, Петр Федорович та каларӗ-ха мана. Асанне, ҫитӗ сана мӑкӑртатса выртма! Пурӑннӑ пулсан, эсӗ мӗншӗн вӑл вӗренме каяс умӗн ҫырӑнма шутламастӑн? Кивелнӗ уксусра ҫуралакан хуртсене шутласа кӑларма йывӑр пулнӑ пекех, вӗсене ят пама та хӗн. Соломон тӗнчери чи ӑслӑ ҫын пулнӑ, теҫҫӗ! Кунта Рыбин вӑйлӑ пӑсӑрлантарчӗ, мана тӳнтерсех пӑрахрӗ, лапчӑтсах лартрӗ!.. Вара, пӑшал илсе, вӑрмана кӗтӗм — пӗр-пӗр кайӑк персе тытас терӗм, унтан вӑрман сысни ҫурине куртӑм: кунти вырӑнсенче сыснасем часах вӑрман чӗрчунӗ пулса тӑраҫҫӗ — пӗр-пӗр улӑхри фермӑран тарса кӗреҫҫӗ те. Ҫав вӑхӑтрах вара, турӑҫӑм! нивушлӗ ку тӗрӗс, нивушлӗ ҫакӑн пек чун юнашар пурӑннӑ чухне, эпӗ хампа хам ҫеҫ йӑпанатӑп? — Астӑватӑн-и, Генька, эпир иксӗмӗр виҫӗ ҫул каярах ҫакӑн пекех кунта килнӗччӗ. Ҫакна уйӑрса илсен, вӗсем пӗр иккӗленмесӗрех усӑллине шута илеҫҫӗ те, ӑс-тӑна хирӗҫлекен шухӑшсене сивлеҫҫӗ. Пӑх-ха тӗнче картти ҫине. Карчӑксем виҫҫӗш те ҫӗлесе лараҫҫӗ иккен, ҫав тери лайӑх кӗпе пулать-мӗн. Сиксе, ҫӑмӑллӑн ҫурт патне чупса кайрӗ. Итлесе тӑчӗ, айккинчи стена хӗррипе йӑпшӑнса иртрӗ те тайӑлса кӗтесрен пӑхрӗ. — Ай, мур илесшӗ! Эпир ҫав документсене аванах ӑнланса илтӗмӗр, кунтан та тӗрӗсреххи пулма та пултараймасть терӗмӗр. — Ҫынсем мӗн тӑваҫҫӗ, эпӗ те ҫавнах тӑватӑп… — Ухмах! Анчах пурте шӑпӑрт, ним те шарламаҫҫӗ; ҫав вӑхӑтра хыҫалти ретсенче темӗн мӑкӑртатни илтӗнсе кайрӗ; вӑйлансах пычӗ те вӑл сасӑ, самантрах пурте ҫав тери хӑрушшӑн шавласа кайрӗҫ. Залра тӗттӗм пулса ларчӗ. — Ҫапла, анне, ҫав тери! Эсӗ брильянтсене нихҫан та курман-и вара, Гек? Мана унпа Гурка паллаштарнӑччӗ. Тӗтреллӗ тӗкӗрте — ашшӗн палланӑ пӳлӗмӗ: кӗнеке шкапӗсем, тӑракан йывӑҫ призмӑсем ҫинчи картограммӑсемпе чертежсем, хут тӗркемӗсемпе купаланнӑ сӗтел. Ҫӗклене пуҫланӑ шурӑмпуҫ ҫутинче вӑл мана пачах та курӑнмарӗ. Вӗрентме илтер те, мӗне вӗрентетӗр? — Вӗсем ункӑ туса илсе, каялла ҫаврӑнса килнӗ пек туйӑнать. Дик Сэнд — «аudens», хастаррисен шутӗнче. Вӑл аллине калле туртса илчӗ. Вӑл ҫав хуларах пурӑнакан бригада командирӗн, хавшаса йӳтенӗскерӗн, ҫап-ҫамрӑк арӑмӗпе ерӗшсе пурӑнать текен сас-хура ҫӳретчӗ. Туман тир тата пӑсӑлнӑ ҫу шӑрши сӑмсана ҫапнипе Артур ирӗксӗрех каялла чакрӗ. Тӗтре сирӗлсенех юханшыв ҫинче хирӗҫ хӑпаракан кимӗ курӑнчӗ. Эпӗ унран лайӑх йытӑ тӑватӑп. Хӑй тӗл тунӑ вырӑн ӑҫтине нимӗҫ лайӑх пӗлнӗ пулмалла: вӑл ӑна ҫӳлтен пӑхкаласа вӑхӑт ирттермерӗ. Тӑрук хускалса илсе, мустангер хӑйӗн лашине шпорӑсемпе тӗртрӗ. Кастро ашак хыҫҫӑн ухӑ йӗппи пек вӗҫтерчӗ. Урхамах ҫавӑнтах хӑй хуҫине ашак ҫине лассо ывӑтмалли вырӑна ҫитерчӗ. — Ну, ил пӗр тенкӗ! Ҫул ҫукки тата йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк халран янӑ. Флоренцирен яма никам та ҫук. «Ах, шеремет!» — шухӑшларӗ те амӑшӗ ассӑн сывласа илчӗ. — Ун чухне вӑра пурте йӗркеллӗ пулӗ, е начар пулсан та, кӑшт кӑшкӑркалӗҫ тата чулсемпе перкелӗҫ. — Эпӗ вара ҫапла шухӑшлатӑп: выртатӑп акӑ кунта, капан ҫумӗнче… Ҫанталӑкӗ пӑчӑ тӑрать; пурте шыв ӗҫеҫҫӗ, ниепле те ӗҫсе тӑранаймаҫҫӗ. Чылайччен пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн: — Ҫумӑр иртет, — терӗ вӑл. Вӑл хӑмӑшпа хупланса ларнӑ хӑйӗн сылтӑм айлӑмлӑ ҫыранне пӗрмаях сӑрӑрах хӑйӑр лартса хӑварать, ҫӳлех мар, анчах та чӑнкӑ сулахай ҫыранне, ҫӗр ҫулхи юмансен, ҫӗрме пуҫланӑ чинарӑсен тата ҫамрӑк йывӑҫсен тымарӗсемпе ҫыхланса ларнӑскерне ҫисе пырать. Ӑнлантӑн-и? — Калаҫас килмест ман ун ҫинчен… Сана та сӗнместӗп. Анчах «философ», паҫӑрхи пекех, нимӗн те шарламарӗ. — Вара вӑл, лутӑрканнӑ картус сӑмсине татах тепӗр хут ҫавӑрнӑҫусӑр тӗксе илсе, кил картинчен тухса кайрӗ. Юрать-и? Приказчик ӑна куҫ харши айӗн пӑхрӗ те сиввӗнтерех каларӗ: — Эпӗ ҫав ӗҫсене пӗлме тӑрӑшмастӑп, — терӗ. Вӑрӑм пӳлӗскер хӑй, сарлака хулпуҫҫилӗскер, пӗтӗмӗшпе хакласа калас-тӑк, — мухтавлӑ пӳ-силӗ. — Ку — ман яланхи шухӑш. Тен тата, мана шеллеҫҫӗ те? Турра ӗненекен тимӗрҫӗ вара йӑпӑр-япӑр пӳртрен тухса вӗҫтерчӗ. Шотландине тавӑрӑнасси ҫинчен чи малтан вӑл сӑмах хускатрӗ. Кунталли вырӑнсенче вӗсем хӳхӗм парксенче кӑна тӗл пулаҫҫӗ, хӑйсем тӗллӗн шӑтса ӳсмеҫҫӗ. Ку вӑл подпоручик, хӑйӗн ҫӗкленӳллӗ те хӗрӳ ӗмӗчӗсен йӑпанӑвӗ ӑшне путнӑскер, сисмесӗрех вӑта ҫӗртен утӑм хыҫҫӑн утӑммӑн сылтӑмалла куҫса, ҫав вӑхӑтрах ҫурма роти ҫине тапӑнса, хӗсӗнтерсе пынипе те юлашкинчен вара, йӗркене пӗтӗмпех пӑсса пӑрахса, унӑн сылтӑм флангне пӗрсе тухнипе пулса кайнӑ. — Тархасшӑн ӑнлантарса парӑр, — тесе ыйтса пӑхрӗ Мэри Грант. — Пурне те. — Тата… Пӗренесем хыҫӗнчен чупса тухнӑ ҫынсем хушшинче эпӗ пӗр паллакан наборщика куртӑм. Иртнӗ ҫура вӑл кӳршӗри юмӑҫ патӗнче хваттерте пурӑнатчӗ. Ӗлӗкхине каялла тавӑрма май ҫук, вӑл ҫакна ӑнланма тивӗҫ. — Мӗн пулнӑ ӑна? Пире калатчӗҫ, ҫӗрмамӑкӗ Кубаньре, Украинӑра ӳсмест, тетчӗҫ, анчах ӳсме пуҫларӗ вӗт-ха. Докладчик тырӑ акас ӗҫ япӑх пынин сӑлтавӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ: — Паллах ӗнтӗ, юлташсем, тырӑ акас ӗҫре эпир кая юлса пыни мар, пӗр вырӑнта хытса тӑни, тейӗттӗм эпӗ, вӑл акӑ мӗнрен килет: чылай ял Совечӗсенче колхозсем вырӑнта ӗҫлекен ҫынсем хӗснине пула шӑтса тухнӑ, ҫав ҫынсем коллективизаци хисепне кӑтартакан цифрӑсене епле те пулин ӳстерсе ярасчӗ тесе кӑна тӑрӑшнӑ, хӑшпӗр ҫӗрте тата, эсир пурте пӗлетӗр-ха ӑна, ҫынсене наганпа хӑратсах колхоза кӗме хистенӗ. Приказчик куҫ умӗнче те, куҫ хыҫӗнче те старик ӑс-пуҫӗнчен пит тӗлӗнсе ҫеҫ тӑрать пулин те, хӑш-хӑш минутсенче унӑн та, ман текех, старике ҫилентерсе ярас, кӳрентерес килни таларать. Эпӗ вулама тытӑнтӑм та, манӑн литература енне туртӑну сисӗне пуҫларӗ. Ӗҫ-пуҫ — тап-таса. Ҫав каҫхине пирӗн герой татах та сехӗрленсе ӳкни ҫинчен, иккӗленсе пуҫне усни ҫинчен эпӗ каласа та параслӑн мар. Кунта, Малахов курганӗ ҫинче, пӗртте Волково хирӗнчи пек пулман, хӗҫпӑшал та унти пек хӑватлӑн янраман, йӗркелӗх те унти пек пулман. Пирӗн герой кунта прицелӗсене аркатса тӑкнӑ икӗ мортирка ҫеҫ тӗл пулчӗ. Пӗринне кӗпҫине лапчӑтса кайнӑ пулнӑ, тепри арканса кайнӑ платформа турпасӗсем ҫинче тӑнӑ. Кунта эпӗ ҫаплах пирӗн герой платформӑна юсаттарас тесе ирчченех рабочисем шырани ҫинчен, пӗр заряд та руководствӑра кӑтартни чухлӗ пулманни ҫинчен, ун командинчен икӗ салтака суранлатни ҫинчен тата вӑл хӑй те ҫирӗм хутченех вилӗм умӗнче тӑни ҫинчен те каласа кӑтартасшӑн мар. Сехет те иртмӗ — эпӗ таврӑнӑп. — Шӳт тумасӑр пултараймастӑп эпӗ, — мӑкӑртатса илчӗ Женя, Ольга ҫӑвӑнас тенӗ чух. Пӑшал ҫаккисем ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна йӑлт та ялт вылянчӗҫ алӑсем, пиҫиххи тимӗрӗсемпе перӗне-перӗне чӑлт та чалт чанклатрӗҫ затворсем. «Батько, иртнине мӗн аса илмелли пур ӑна», сиввӗн ответлерӗ Остап: «мӗн пулни пурте иртсе кайнӑ!» Анчах, ӗҫе тытӑниччен малтан, манӑн сирӗн мӗнле те пулин ҫӗнӗ хыпарсем пуррипе ҫуккине пӗлес килчӗ. — Атьӑр-ха хӗл каҫакан ҫӗре хӑвӑртрах ҫитер, Рибарицӑ тем ӑшӑтасшӑн мар-ха мана… Мур илесшӗне! — тесе хучӗ вара пӑшӑрханнӑ пек пулса. Ҫапла каласа хучӗ те, пуҫларӗ мана кӳпкеме, малтан шӳтлесе ҫапкаланӑ пек туйӑнчӗ, кайран хытӑрах та хытӑрах илтерме тытӑнчӗ. Старикки вӑл вӑйлӑччӗ, кинӗ ҫумне хӑй ҫулӑхкалама хӑтланатчӗ, ну, тарӑхнипе вара манӑн пӗр кайри шӑла ҫапса катса кӑларчӗ. Хӑйне хӑй ирӗклӗн тыткалакан лакей майлӑ ҫатӑлти конферансье публикӑна, артистсем кунтан тухса каяҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Лешсем те, кусем те Мускаврахчӗ-ха. — Сире алӑ пама ан чарӑр, — терӗ шукӑль географ. Вунӑ витре кӗрекен пичке пек лутака та хулӑм лапсӑркка хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, хӑйӗн йывӑҫ урипе шаккаса, ҫынсем умӗнче вӗткеленсе ӳксе, пыр тӗпӗпе тухакан хулӑм сасӑпа:— Мӗн ӗҫпе, юлташсем? Ӑҫта вӑл, кӑтартӑр-ха. — Ан йӗрӗр, мисс Мэри! — тесе ячӗ вӑл. — Халӗ вӑл хӗрсех кайрӗ. Хам пӳлӗмӗн стенисемпе урайне эпӗ тӑмпа сӗрсе якатрӑм, урайне хӑмӑшран ҫыхса тунӑ ашӑк сартӑм. Ҫав вӑхӑтра Володя, пӳлӗм урлӑ иртсе пынӑ май, эпӗ тем ҫинчен шухӑшланине асӑрхаса, йӑл кулса илчӗ, ҫак кулӑ ман шухӑшсем ниме тӑман ӑпӑр-тапӑр ҫеҫ пулнине ӑнланса илме пулӑшрӗ. Унсӑр пуҫне, ҫутҫанталӑк ҫынна шӑл панӑ пулсан, вара малти, ҫӳлтипе аялти шӑлсене кӑларса илме е чашкӑракан ҫӗленсенни евӗрлӗ шӗвӗртсе кукӑртма юрамасть-им-ха? Эпӗ пит лайӑх пӗлсе тӑратӑп: эсӗ мӗн пӗлсе илейменнисене пурне те эпӗ татса каласа пама пултаратӑп. Малтан ҫак алӑ ирсӗр ҫын алли пулнӑ, халӗ вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ ырӑ ҫын алли, ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнакан ҫын алли, халӗ ҫак ҫын, хӑйне тем парсан та, малтанхи пек хӑтланас ҫук! — «Ыйтрӑм — каламасть», — кӑмӑлсӑррӑн виртлерӗ Тимур Гейкӑна. Ҫав ӗҫе вара эпӗ тӳрӗ кӑмӑлпа туса пыратӑп, анчах кам та пулин туса пымалла-ҫке ӗнтӗ ӑна. Каҫхине, пӗр сакӑр сехетсенче, тӑвӑл темиҫе минутлӑха тамалчӗ, анчах ҫӗнӗ хаярлӑхпа пуҫланассишӗн кӑна лӑпланнӑччӗ вӑл. Акӑ ӗнтӗ ҫур ҫул иртсе кайрӗ. Ку ирхине пулнӑ. Халӗ ман хваттер хуҫи арӑмӗ пӗтӗм хутора сӑмах сарать ӗнтӗ! — Мӗн? — тесе ыйтрӗ вӑл, сасартӑк ыйхинчен вӑраннӑ ҫын евӗрлӗ. Унӑн, хӗрарӑмсем иртӗнтерсе янӑ ҫыннӑн, вилли те илемлӗ выртать. Ҫӗрпӳртӗн ҫӳлелле шӗвӗрӗлсе хӑпаракан алӑкӗ патӗнче виҫӗ хут мӑйӑхлӑ гайдук тӑрать. Мӑйӑхӗн ҫӳлти хучӗ хыҫалалла, тепри — малалла, виҫҫӗмӗшӗ аялалла тӑраткаланнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл кушак аҫи пекех туйӑнать. Ман ҫинчен тӗрлӗрен хыпар ҫӳренине илтсен, ҫывӑхри улпутсем пӗрмаях хуҫа патне тӗлӗнмелле япалана курма пыратчӗҫ. Хулана кӗрсе пӗр-пӗр юлташӗн кантӑкне шаккаса кӗни вырӑнсӑр пулнӑ пулӗччӗ. Тен, пурин те мар? — Сирӗн каймалла пулсан, эсир кайма пултаратӑр, мистер Кольхаун, Зеб Стумп вара тире хӑйӗн ватӑ кӗсри ҫине хӑпартса хуриччен пӗр утӑм та ярса пусас ҫук. Мӗнле инкек-ши ку? Калӑр мана, эсир хӑвӑр чирленӗ хыҫҫӑн тӳрленсе ҫитрӗр-и? Леш фермерсем пурте питӗ хытӑ тарӑхнӑ, вӗсем хушшинче Джима ҫакса вӗлерес текенсем те пур: «Кунти негрсем хӑраса тӑччӑр, Джим пек шӑв-шавлӑ пӑтӑрмах туса тарма ан шутлаччӑр, пӗтӗм ҫемьене хӑратса ан пурӑнччӑр», — теҫҫӗ. Ҫынсем Тараса калаҫтарас, ун кӑмӑлне ҫемҫетес тесе ахалех тӑрӑшаҫҫӗ, сухаллӑ, кӑвак ҫӳҫлӗ бандуристсем, ик-виҫӗ хутчен утса иртсе, ахалех унӑн паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен юрӑсем юрлаҫҫӗ. — Нимӗнле кану та кирлӗ мар мана, Уэлдон миссис. — Чим-ха, эпӗ ӑна бомбӑпа, — тесе чарчӗ ӑна Миронов, кӗсъинчен граната туртса кӑларса. Арӑмӗ ытлашши тарӑхса кайнине туйса, анчах та ӑна ӗненмесӗр, Петр Натальйӑна юлашки хут тата та хытӑрах ҫапса хуҫрӗ:— Ӑна Тихон мӑйкӑчран вӗҫертсе янӑ. Нагульнов, халӗ ӗнтӗ хӑйне хӑй тытса чарайми пулса кайнӑскер, урайӗнче выртакан ҫынна урипе темиҫе хутчен тапрӗ те аяккалла пӑрӑнса тӑчӗ. Унсӑр епле пурӑнассине ӑнланма ҫук туйӑм хӑҫан та пулин пӗтесси ҫинчен эпӗ шухӑшлама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен ҫак минутра ҫав тери вӑйлӑ юрататӑп. Паганель кунти климата мухтаса калаҫни тӗрӗсех пулчӗ. — Эсӗ ура хурса ӳкертӗн, апла юрамасть, — терӗ вӑл хӗрсе кайса. — Сывлӑх сунатӑп, кил хуҫи! Эпӗ хам та ҫавӑн пек пулнӑ, пӗлетӗп. Пуринчен ытла хӗпӗртекенни Огнянов пулчӗ — кӑштах аллисене ҫупса яратчӗ вӑл. Рада тӑна кӗмерӗ: таврара мӗн пулнине пӗлмесӗрех выртрӗ вӑл. Ҫӑва патне ӑна: эп козак, эп ун пек пурӑнасшӑн мар. Хӑйӗн хуҫине, кушак аҫине тата Иван Иваныча курни уншӑн питӗ те кӑмӑллӑ пулнӑ пулас. Джемма пуҫне ҫӗклерӗ те ун ҫине нумайччен тимлӗн пӑхрӗ. Унӑн нимӗнле философилле ӑс-хакӑл та пулман, ҫавӑнпа вӑл хӑйӗнчен хӑй ҫак бюстпа хӗрес ҫумне пӑталанӑ Христос кӗлетки мӗне пӗлтернине ыйтса чӑрманман, суд ҫуртӗнче Христоспа Марианна иккӗш пӗрле, пӗр-пӗрне килӗштерсе пурӑнма пултарни-пултарманни ҫинчен те шухӑшламан вӑл. Ун хыҫҫӑн браунинг сасси виҫӗ хутчен каҫ шӑплӑхне ҫура-ҫура кайрӗ. Ҫывӑхран пӑхсан ӑна, капюшонӗпе хӗҫпӑшалне кура, монах теме те, ҫар ҫынни теме те май пулнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл чӳречесем ҫинчи чаршавсене антарчӗ, вара, сентре ҫинчен кӗнеке илсе, каллех сӗтел умне пырса ларчӗ, каялла пӑхса илчӗ, пуҫӗпе кӗнеке патнерех пӗшкӗнчӗ те, унӑн тути хускалма тытӑнчӗ. Кай-ха «Добрый» — ҫине, унта посудник кирлӗ… Унӑн виҫӗ суран: пӗр пуля кӑкӑр витӗр кӗнӗ те хул калакне ватнӑ, виҫҫӗмӗшӗ — хулпуҫҫине суранлатнӑ. Анчах ӳпкине тивмен: хӗрарӑм сывалма пултарать. Эпӗ хӗрарӑм мар, — тенӗ Тихон, вара Яков ҫав сӑмахсенче темле ҫӑра,тӗплӗн вырнаҫнӑ, иксӗл-ми вӑйлӑ япала пуррине туйнӑ. Боецсем каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ. Йӑл кулса, шакӑрах ларан йӑвӑ шӑлӗсене ерипен йӗрсе кӑтартрӗ, пысӑк та ҫемҫе кӑкрисемпе Андрей ҫумне лӑпчӑнса, пӑшӑлтатса ыйтрӗ: — Тен, ман патӑмрах ҫӗр выртӑн? Унӑн «Попытка» ятлӑ карапӗ Тауэ-Роа бухтинче якӑр ҫине тӑнӑ. Ҫав ҫулхинех Дильон капитан Ҫӗнӗ Зеландин ҫыранӗсем патне икӗ хутчен пынӑ. «Санпа пӗрле хӗрарӑм пырать! тӑрсан, асту, айӑк пӗрчисене хуҫатӑп. — Акӑ, эс ыйхӑран вӑраннине пӗлетӗп, — ун еннелле ҫаврӑнса выртмасӑрах, ответленӗ Саша. — Чӳречӳ ӑҫтарах сан, ман пӗртен-пӗрскерӗм? — Чунӑмҫӑм, мӗнешкел лайӑх эсӗ! Анчах Алексей паян малаллах туртӑннӑ. Анчах… Пӑван хӑвӑртах ӑнланса илчӗ. Вӗсем пурте тӗлӗнмелле интереслӑ стариксемччӗ, анчах эпӗ сисеттӗм: вӗсемпе пурӑнма юрамасть, — хӗн тата чун та туртмасть. Ӑшӑк вырӑнсенче тинӗс хуть хӑҫан та вӑйлӑрах пӑтранать, ҫавӑнпа та вӑйлӑ ҫилсем вӑхӑтӗнче ун пек ҫӗре пырса кӗнӗ карапа хӑрушӑсӑр пуҫне урӑх нимӗн те кӗтмест, — вӑл ҫавӑнтах пӗтме пултарать. Ҫӗнӗрен килнӗскер. Вӑл турккӑсем ҫинчен, вӗсем халӑха хӗсӗрлени ҫинчен, хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи ҫынсем нушара пурӑнни ҫинчен, вӗсен шанчӑкӗсем ҫинчен васкамасӑр каласа парать; унӑн кашни сӑмахӗнчех ҫаксене вӑл тахҫанах тата тӗплӗн шухӑшласа хуни палӑрать. Астӑватӑр-и, вӑл темӗнле тӗлӗнмелле тухса кайнине? — Ишсе тухать, — терӗ Инсаров йӗрӗнчӗклӗн те ним хӗрхенмесӗр. Вӗсем патне Корчагин пычӗ. — Эсир мӗншӗн ӗҫлеместӗр, гражданин? — Тӗрӗс, чӳрече хупӑ, — терӗ вӑл. Весовщиков пурне те пӗрмай салхуллӑн таҫталла васкатать, вӑл тата Самойлов хушаматлӑ хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ ҫын тавлашӑва никамран малтан пуҫлаҫҫӗ. Лось марсианран япаласен ячӗсене ыйта-ыйта пӗлет те ҫырса хурать. Мӗн ку? Эсӗ мана пӑхӑнасшӑн мар-и? Кимӗ аялалла чӑмрӗ, Соам кӳлли ҫийӗн вӗҫсе иртрӗ те — тӗпсӗр ҫыр ҫийӗн ҫакӑнса тӑракан анлӑ тӳреме анса ларчӗ. Пурте пӗр-пӗрин ҫине чӑр та чар пӑхаҫҫӗ, пурте пӗр-пӗрин куҫӗсенче каланса пӗтмен пӗртен-пӗр канӑҫсӑр шухӑша вулаҫҫӗ: «Эпир вӗлертӗмӗр ӑна ҫапла!» Вӑл ура ҫине тӑчӗ. Садра пурте хӑрушӑ, юмахри пек илемлӗ, ырӑ тӗлӗк курнӑ евӗрлӗ. Анчах пӗлсенччӗ эсир, пирӗн часах пӗр-пӗринчен уйрӑлмалла пулни тата эпир сирӗнпе текех курнӑҫас ҫукки маншӑн ҫав тери шел (эпӗ хурлӑхлӑ тесе каласшӑнччӗ, анчах хӑяймарӑм). Епле кӑмӑллӑ эсир! — Тавтапуҫ, чиперех. Старик ӑна хаваслӑн саламларӗ. Ҫав сӑпӑ лӑпкӑлӑх час-часах вӗсенче пытанса тӑракан чакми вӑй пуррине ҫеҫ кӑтартать; тулли те тарӑн сисӗмсемпе шухӑшсем урса каймалла май ҫӗкленмеҫҫӗ: чун тени вӑл асапланса, киленсе курнӑ хушӑрах хӑй ӗҫне хӑй питӗ аван пӗлсе тӑрать. Елена ун ҫине пӑхрӗ те (мӗнле хӑвӑрт та хӑюсӑррӑн, шиклӗн те шӑтарасла пӑхрӗ вӑл ун ҫине кашни хутрах), Берсенев ырӑ хыпарпа килнине ҫийӗнчех ӑнланса илчӗ. Хӑҫан? — Пакӑлтатса тӑр! — кӑшкӑрчӗ Лука, йӗмне хывса. Ку ыйту Ковалева тата ытларах шута ячӗ. — Ҫук, атте, килте пӗччен юлма хӑрушӑрах, — тет Марья Ивановна. Вара ӑнланӑн, ҫавӑ вӑл, сан умри укҫа, пӗтӗмӗшпех этем вӑй-хӑвачӗ, укҫа — этем ӑс-хакӑлӗ… Хӗрес ярса парӗҫ, теҫҫӗ. Хавас пулса кайрӗ ӑна. — Ӑнланмастӑп, мӗншӗн вӑл ҫав ӗҫе хутшӑнать, — терӗ адъютант. — Ҫук, ҫук, сэр. Вӑл — патша кӑна пулнӑ иккен. Мана: пӗрре пӗрин патӗнче, тепре теприн патӗнче тата ӑҫта ҫывӑхрах, унта ытларах хатӗрленӗпӗр, терӗҫ. Кӗркуннен юлашки уйӑхӗн пӗрремӗш кунӗнче Хӗвелпе Уйӑх кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнӑ. Кӑштахран Лось хӑлхисенче илтӗни-илтӗнми, ҫав тери ҫинҫе, калама ҫук хурлӑхлӑ кӗвӗ янӑрама пуҫларӗ. Эсир пристань патнелле пыратӑр — кунта ҫӗр кӑмрӑкӗ, тислӗк, нӳрлӗх тата ӗне ашӗ шӑрши тӗлӗнтерет сире; пин тӗрлӗ япала — вутӑ, аш-какай, тӑпра тултарнӑ корзинкӑсем, ҫӑнӑх, тимӗр-тӑмӑр т. ыт. те — купи-купипе йӑтӑнса выртаҫҫӗ пристань патӗнче; тӗрлӗ полкри салтаксем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, кутамккасемпе, пӑшалсемпе, кутамкасӑрри те, пӑшалсӑрри те пур вӗсен хушшинче, табак туртаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ вӗсем, тӗтӗм мӑкӑрлантарса тӑракан пӑрахут ҫине йывӑр япаласем тиеҫҫӗ; яликсем ҫине темӗн тӗрлӗ халӑх-салтаксем, моряксем, купцасем, хӗрарӑмсем ларса тулнӑ, пристане килекеннисем те, каяканнисем те пур кунта. Унтан пурпӗрех:— Сирӗн пуҫӑр какос мӑйӑрӗ пекех: ҫийӗ — хытӑ, варри — шӗвӗ, — терӗм. Виктор, вӗсене ирттерсе ярсан, малалла утма пуҫларӗ, анчах ҫул ҫинче пӑшал кӗрлесе кайни ӑна тӑпах тӑратрӗ. — Унта тӑххӑрччен кӑна вӗт. Ҫылӑх мар-ши католике Липинцӑри турра-пӳлӗхе пӑрахса, ҫак хӑрушӑ тинӗсе тухса кайма; тинӗс тӑрӑх паян ӗнтӗ пиллӗкмӗш кун пыраҫҫӗ, анчах тепӗр ҫырана (вӑл пурах пулсан) ниепле те ҫитеймеҫҫӗ-ха. Унтан тӑнӑ та пӳлӗмрен тухса кайнӑ. — Ой, сеньорита, каҫарӑр, каҫарӑр! — Каймастӑн-и? — кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӑл мана кӳрентернӗ чух эпӗ шухӑшлаттӑм: ма ӑна кукаҫей илмен-ши, вӑт ӗнтӗ кӑшлӗччӗ вӑл кукаҫее! Эсӗ те, хохол та, Николай та — эсир пурте паллӑ пултӑр… Тата акӑ мӗн хушса калама пулать: коленкортан ҫӗленӗ лайӑх мар кӗпе ҫухи тавра хӗрлӗ ҫитца тутӑрӗ ҫыхкаласа янӑ, уринче тата ирландецсем тӑхӑнма юратакан пушмак пулнӑ. — Эпӗ чӑнах та ухмахла хӑтлантӑм ҫав, — лӑпкӑн ответлерӗ ҫамрӑк плантатор. — Ура! — пӗр харӑс кӑшкӑрса ятӑмӑр эпир пурсӑмӑр та. Малтанах Озеров ҫапла шухӑшларӗ: «Кусем бомбёжкӑран хӑраса ӳкнисем ӗнтӗ, сехре хӑпнипе халь те-ха чупкаласа ҫӳреҫҫӗ пулмалла», терӗ. — Кам вӗлерет? Кун пек лавккасен алӑкӗсем ҫине пысӑк листасем ҫине ӳкернӗ картинӑсене, вырӑс халӑхӗн пултарулӑхне кӑтартаканскерсене, ҫыххипех ҫакса тултараҫҫӗ. Ҫак суту-илӳ пирки хулара нумай шавларӗҫ, ытларахӑшӗ пачах сивлерӗҫ: «Амӑшне ачисенчен уйӑрни — киревсӗр ӗҫ», — терӗҫ. Эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшламасӑр, сайра хутра тӗл пулакан ҫынсемпе дворниксене, ҫӑмӑл тӑрантаспа хунарсем е мала, е хыҫала ӳкерекен мӗлкесем ҫине пӑхса пытӑм. — Ал-лӑра парсамӑр. «Ҫук, Демьян Демьянович! «Чавсах пытартӑм», — тенӗ лешне. Леш те ӗнтӗ… хӗрӗ — йӑлт юрату, пӗтӗмпе ачашлӑх та йӑпану ҫех! Вӑл пире кансӗрлерӗ. Прохоровка патӗнчи паллӑ ҫапӑҫура, унтан «Курская дуга»-ри танковӑй прорыва тунӑ ҫӗрте пулнӑ. Амӑшӗ йӑнӑшсан, ӑна ҫав ӗҫсем ҫинчен питӗ лайӑх пӗлекен хӗрӗ тӳрлетсе пырать. Эпӗ ӑна чирлӗ халлӗнех хӑвартӑм. Унӑн хуйхи пысӑк. Ҫав хуйха вӑл ҫеҫ ҫынна пӗлтермесӗр тӳсме пултарнӑ. Юлашкинчен арӑслан вӑйлӑ хусканупа чӗрӗ, йӑшӑлтатакан каамӑна ҫавӑрса хыпрӗ те, йытӑ мулкача ҫӗкленӗ пек ҫӗклесе, тӗмсене хытӑ хӳрипе ҫапса, вӑрман чӑтлӑхӗнче ҫухалчӗ. — Кокотка тени, ытах пӗлес тетӗр пулсан, — сутӑнчӑк хӗрарӑм тени пулать… — ҫурма сасӑпа каланӑ мӑйӑхли, пысӑк та мӑнтӑр питне Фома патнелле ҫывхартса. Унӑн ялтӑра фонӗ ҫинче хытса ларнӑ хура юн хыттисем уйрӑмах палӑрса тӑнӑ. Кӑна, хаклӑ граждансемпе карчӑксем, ман ҫине Агафон Дубцов шӑтӑкри усал ҫӗлен пек чашкӑрать! Ҫутҫанталӑкра илемли мӗн пур — эпӗ пурне те хам умра куратӑп: симӗс курӑк, йывӑҫсем, чечексем — этем ҫав тери хытӑ тӑрӑшса ӳстернине пурне те куратӑп. Тиечук, пулман тесе, ответленӗ. Ӑҫта пурӑнать вӑл? Ерофей Кузьмич каллех пӳрте кӗрсе кайсан, вӑл килхуҫи ларнӑ вырӑна, вутӑ ҫине ларчӗ те ӳсӗр куҫӗпе йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ, унтан вара, хӗрӗнкӗскер, хӑюллӑнах Марийкӑна чӗнчӗ: — Пӑрах-ха эс унта аппаланма! — Ӑҫта? Ҫур сехетрен яхта океана тухса Талькагуано патнелле ҫул тытрӗ. Каҫпа ултӑ сехетре Ҫӗнӗ Зеландин сӑрчӗсем горизонт хыҫӗнче тӗтре ӑшӗнче пытанчӗҫ. Кун пек сӑмахсене Баринов пирвайхи хут ҫеҫ мар каларӗ ӗнтӗ. — Ну, кала. Иккӗмӗш рота иртсе пынӑ чух сылтӑм флангра пыракан пир кӗпеллӗ пӗр ҫамрӑк каччӑ, «аслӑ» атаман ҫине ҫӑварне карса тӗлӗнсе пӑхнипе, ланкашка тӗлне пулчӗ те шоссе ҫине пӗтӗм кӳлепипе тӑсӑлса ӳкрӗ. — Витре! Витре! — кӑшкӑрчӗ Халл капитан. — Ху мӗн ӗмӗтленнине уҫҫӑн курса тӑрас пулать, Андрей, — вӑраххӑн калама пуҫларӗ Павел. Эсӗ ӑна тӳрех туртса ӳкеретӗн! Юн юхать, эпӗ юриех суранӑм ыратнине пӗлтерес мар тесе, ахӑлтатса кулатӑп, сасартӑк Кораблев мана класран хӑваласа кӑларать. — Текех ҫакнашкал хур тӳсессӗм, мӑшкӑл курассӑм ҫук. Тупа тӑватӑп!» Унтан калинкке хапхана уҫнӑ чух аса илчӗ: — Вот лешне, шурӑ пуҫа, пурӗпӗрех хӑлха чикки паратӑп». Эсир хӑвӑр… Кусем ман хыҫран вута та, шыва та кӗрӗҫ, Войсковой хуторти хӑшпӗр йӗксӗксем, ӗненмен казаксем пек мар. — Чӑнах ара, сахал, — терӗ Козельцов, анчах та хӑйне ӗнентерес килмерӗ пулас ун, шинель тӳмисене вӗҫертрӗ те вӑл аллине кивӗ карт тытрӗ. Хӑйсене панӑ апата вӗсем малти урисен чӗрнисемпе хӗстерсе тытаҫҫӗ, вара шӑлӗсемпе ҫыртса татаҫҫӗ. Вӑл темиҫе тӗрлӗ те ҫырса пӑхнӑ иккен, вӗсене пире вуласа пачӗ: 1. Пире Флестринпа иксӗмӗре туслӑх пӗрлештерсе тӑнине пурте пӗлеҫҫӗ, — терӗ вӑл, — ҫавӑнпа пысӑк чыслӑ пуху ман шухӑша, тен, кӑмӑл туртни тесе шухӑшлама пултарӗ. Анчах, его величество хушнине пӑхӑнса, эпӗ хамӑн шухӑша пытармасӑр каласа пама кирлӗ тесе шутлатӑп. Чӗнсе илтӗм те айккине пӗр сехет те пулӗ тӗрлӗ сӑмах кала-кала тултартӑм… Ҫакнашкал вӑхӑтсенчи дикарьсем хуракан табу корольсен авалхи «вето» текен йӑлине аса илтерет. Эпӗ тӑтӑм. — Мӗнрен япӑх вара сире кунта? — терӗ аслӑ Козельцовӗ, ун еннелле ҫаврӑнса пӑхса. — Эй тӑванӑмсем, ҫакӑ пурте пит аван-ҫке! Василиса Егоровна хӗрне ӑсатасси енӗпе хатӗрленме кайрӗ. Ҫӗр ҫинче ҫынсене малалла кайма пулӑшакан савӑнӑҫлӑ пысӑк ӗҫ кӗтет, вара, коммунизм туса хурсан, этемлӗх хӑйӗн пӗтӗм вӑйне ҫутҫанталӑка урӑхлатса ҫӗнетес ҫӗре ярӗ, вӑрҫӑсем ун чухне хӑрушӑ асаилӳсем вырӑнне кӑна тӑрса юлӗҫ. — Шурӑ Кашкӑр, ырантан пуҫласа вӑл лашасем хӑвӑн лашусемпе пӗрле ҫӳреччӗр. Прерири вӑйӑ Тухакан хӗвелӗн пирвайхи шупка ҫутӑ пайӑркисем Индж фортӗнчи офицерсем пурӑнакан ҫурт умӗнчи лаптӑкра пӗр ушкӑн япалана ҫутатса ячӗҫ. Эпӗ сан хыҫҫӑн чупас ҫук, сана, ухмаха, пуля хӑваласа ҫитӗ. — Анчах эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, сана та нимӗн те каламан, сана паян курман та эпӗ, — илтетӗн-и? Динго шырать сана, тупатех вӑл сана, унпа тӗл пулнӑ кун сан юлашки куну пулать. — Юлташлӑх? Мӗн юлташлӑхӗ? Хӗвел питӗ ҫуттӑн ялкӑшнӑ, певчисем вӑйлӑн, килӗшӳллӗн юрланӑ, вара ҫак пытарура хурлӑх темле тӗлӗнмелле ҫителӗксӗр пулни сисӗннӗ. «А, — терӗ ҫав запорожецах, — леш хайхи, ӳкерчӗксем тума ӑста тимӗрҫӗ ку. Вӗсемпе пулсан, тен, эпӗ те пӗр-ик ҫул ытларах пурӑннӑ пулӑттӑм та, вӗсемсӗр мана ҫут тӗнчере ҫӳреме кичемрех… — терӗ хурланса Ҫӑрттан мучи, кивӗ картус тӑррипе куҫҫульне шӑлса илсе. Давыдов чанах та кулса тӑнӑ: — Тепринче пӗлеп, факт! Халь вӑл йӑлтах тискерленсе ҫитнӗ пек курӑнчӗ, вилсех каякан тӗрӗке йӑлт шӑтарса пӗтерчӗ. Старикӗн пӳрнисем хӗвел ҫинче хура пекех туйӑнакан кӗрен мускат сапакӗсем тӑрӑх шӑваҫҫӗ, кӗрен-кӑвак, кӗл тӗслӗ пино-гри ҫырлисене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне тивсе тухаҫҫӗ, ҫутӑ хӗрлӗрех кӑвак мальбекпе пӗр ҫӗре чӑмӑртаннӑ хулӑн хупӑллӑ, хура-кӑвак тӗслӗ каберне ҫырлисене ачашлаҫҫӗ. — Тьху, тусӑм, намӑс та мар-и сана? Укҫа тӳлемесӗр тата янтӑ апатпа. Олениншӑн ҫакӑ ҫӗнӗ чӑнлӑх пек туйӑнчӗ, ҫавна тупнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫав тери савӑнса кайрӗ, хумханса ӳкрӗ те, ури ҫине сиксе тӑрса, тӳсеймесӗр хӑйне кам валли часрах парнелӗх кӳме, кама ырлӑх тума, кама юратма май пуррине шырама тытӑнчӗ. Кунсӑр пуҫне лашасене те тӑварма хушман-ха эпӗ. Инҫе. Унтан кашни алла пистолет тытса ӑна хирӗҫ сӑмах хушрӑм. Эпӗ сирӗн валли пӗр стакан ром илсе килетӗп, анчах вӑл юлашки пулать, — терӗм. Эпӗ пӗр стакан ром илсе пытӑм. — Е эпӗ ахальтенех пӗтнӗ пысӑк карапсене сахал курнӑ-и? Шуйттан сӑрласа кӑтартнӑ пекех хӑрушӑ мар! Кама тусем ҫине Ахмет-хана вӗлерме ямалла? Кун пирки эпӗ кӗскен кӑна ҫапла калатӑп: мана Татаринов капитанӑн пӗтӗм пурнаҫӗ интереслентерет, мӗншӗн тесен эпӗ унӑн кил-йышне пӗлетӗп, манӑн вара ҫав кил-йыша унӑн чӑн-чӑн пурнӑҫӗпе вӑл мӗнле вилнине тӗрӗс кӑтартса парас пулать. Кӑмӑлӗ ҫемҫелнипе вӑл ӑшшӑн-ӑшшӑн кулса илчӗ. — Ох, янӑраса ан тӑр ӗнтӗ, илтнӗ санӑн сӑмахна! Сана, тен, пӗр витре кӗрекен чугун памалла туса ҫырса парас мар-и? Анчах вӑл ҫав вӑхӑтра хӑй часах Хусана каясси ҫинчен каларӗ, мӗнле кӗнекесем илсе килмелли ҫинчен ыйтрӗ. Ун аллине хытӑ чӑмӑртаса, Давыдов йӑл кулчӗ: — Эсӗ рекомендаци паракансем ҫинчен калатӑн-и? Вара ҫавӑнтах хӑй те ахӑлтатса кулса ячӗ: — Ларӑр, тивместӗп, анчах хӑвӑртрах ларӑр, вӑрӑм хӳреллӗ шуйттансем! — Толине, — терӗ пӗчӗкҫӗ туземец. Кала мана, патшамҫӑм, каласам, Соломон: эпӗ, ак, ыран вилес пулсассӑн, аса илӗн-и эсӗ иҫӗм пахчинчи хӑвӑн хура хӗрне, хӑвӑн Суламифьне? Атте пирӗн чухӑн-им? — тесе ыйтрӗ пӗчӗк Кондрат, хӑйӗн турра кӗлтума юратакан амӑшӗнчен. Амӑшӗ вырӑн ҫинче выртнипе унӑн питне кураймарӗ, анчах хӑй темскер ытлашши каласа янине ӑнланчӗ, мӗншӗн тесен хохол васкавлӑн, ҫураҫтармалла кала пуҫларӗ: — Пӑхса ҫӳретӗр-иҫ! Мӗнле ӗҫлеме пулать кунта? Мӗн тума пултарӗ-ши? Эпӗ, пуҫпа Ромаҫ ури ҫумне лӑпчӑнса, намӑса пӗлмесӗр макӑрса ятӑм, вӑл мана йӗпе пуҫран шӑлкаласа: — Канӑр! Апла вӑл ӗлкӗреймерӗ иккен. Эсӗ портрета чӗрӗ ҫын пекех ӳкерме пултаратӑн-и? Илех ӗнтӗ хӑвӑн виҫҫӗ ҫуррине, мӗн тӑвас тетӗн-ха санпа. Пуху килӗшрӗ-ҫке? Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн задача е «уйрӑм заданиех» тенӗччӗ-ха ӑна адмирал: нимӗҫсен рейдерне (ахӑрнех вӑл пулӑшса пыракан крейсер пулмалла) тупса путармалла, вӑл Карск тинӗсӗ тӑрӑх иртсе Т. портне перкеленӗ те, халӗ хӗвелтухӑҫӗнче таҫта инҫетре ҫӳрет. Пӗтӗмпе те виҫ чӗрӗк километр кӑна юлнӑ, анчах ҫак юлашки виҫ чӗрӗк километр чи йывӑрри пулать. — Тырра вӑл тивертсе янӑ, тет, пулас… Вӑл пӗр чарӑнмасӑр Мускав тӑрӑх ҫӳрет, тӗрлӗ ҫынсемпе вӑрттӑн курса калаҫать, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫырусем ҫырать, кунӗ-кунӗпе килте пулмасть; хӑй часах кунтан тухса каясси ҫинчен хваттер хуҫине те пӗлтерчӗ тата хӑйӗн паха мар сӗтел-пуканӗсене ӑна малтанах парнелерӗ. Манӑн ҫапла тумалла пулнишӗн эпӗ пит пӑшӑрханатӑп. Анчах ҫак монарх ытла та пӗлесшӗн ҫунакан ҫын пулнипе манран пирӗн государство пурнӑҫне тӗпӗ-йӗрӗпе ыйтса тӗпчесе пӗлесшӗн тимлерӗ те, ман пархатарлӑх та, мана хама йӗркеллӗ тыткалама вӗрентни те вӑл пӗлме тӑрӑшнине пӗлтермесӗр хӑварма пулӑшаймарӗҫ. — Ну, куна ӗнтӗ эсир ытлашширех тӑватӑр пек туйӑнать, Евпсихий Африканович. Эпӗ чунӑма савӑнӑҫ кӳрекен юрату туйӑмне яланлӑхах упраса хӑварасшӑн кӑна ӑнтӑлтӑм, ҫав туйӑмшӑн пысӑкрах телей ыйтма тата мӗн те пулин урӑххи ҫинчен ӗмӗтленме май пуррине ӑнланмарӑм. — Генерал, эпир сирӗн приказӑра кӗтетпӗр, — терӗ вӑл. Вӑл тӗлӗк пулнӑ, тӗрӗс мар-и? Вилнӗ ҫын мар-и?.. Пампассенче этем меслетсӗр ҫиҫӗмсем пулнине, тӗрӗссипе, эпӗ хам та пӗлнӗ. Эпӗ больницӑран хӗре хулӗнчен тытса тухрӑм. Анчах киммине пур ҫӗрте те шырама пуҫлассине вӑл пӗлсе тӑчӗ, шырама пуҫласан вара, таркӑнсен йӗрне те тупма пултараҫҫӗ. «Тӑватӑп», — тетӗп. Ӗҫӗ акӑ мӗнлескер пулчӗ: чиркӳре вӑл хӑйӗн Евангелине манса хӑварнӑ иккен, кӗнеки сак ҫинче, тепӗр икӗ кӗнеке хушшинче выртса юлнӑ. «Никама систермесӗр, ҫавна кайса илеймӗн-ши», — тет. — Юрасах каймасть сире кунашкал ӗҫсемпе аппаланма… Джемма пӗр-икӗ минут кӗтсе тӑчӗ, унтан кӗме шутларӗ; унӑн Пӑванпа халӗ ҫеҫ Бейлирен илнӗ питӗ паха хыпарсем пирки калаҫмалла пулнӑ. Ҫӳлти турӑ сана ҫавӑн пек ӗмӗтсенчен сыхлатӑр! Анчах Рада, ӳкӗте кӗмерӗ, вӑл унпа пӗрле каясшӑн пулмарӗ. Грант капитан Ҫӗнӗ Зеландире хӑтӑлса юлма пултарайман, мӗншӗн тесен вӑл утрав кӑна пулса тӑрать. Хӗрарӑмсен ӑратлӑхӗ, лашасен ӑратлӑхӗ пекех, пысӑк япала, ҫак шухӑша ҫамрӑк Франци шыраса тупнӑ. — Вӑл ҫитсе те тухрӗ! — терӗ Том, вӗсен умне чаплӑн утса тухса. Пӗр ҫын чунӗ курӑнми вилнӗ пек ҫеҫенхир пуш-пушӑ. Тӑван мар атте чӑмӑрне чӑмӑрласа ун патне пычӗ. Тепӗр кун каллех инкек ҫине синкек пулса тухрӗ. Телее, Томпа ытти негрсем те тинӗс чирӗпе чирлемерӗҫ, ҫамрӑк капитан хушнипе унчченхи пекех карап ҫинчи ӗҫсене турӗҫ. Капитан ниепле те кирлӗ ҫулпа пыраймарӗ. Хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ вӑл йӗри-тавралла. Пахчасемшӗн кӗрешетпӗр, вӑл пур… Катя вара кулнӑ чух ҫӑварне тутӑрпа е аллипе хуплать. Нумайччен сӳтсе явнӑ хыҫҫӑн ҫулҫӳревҫӗсем ҫакна пӗлтерекен татӑклӑ шухӑш патне ҫитрӗҫ: «Британин» ванчӑкӗсене Бернуили сӑмсахӗнче те тупма тӳр килмесен, Гленарванӑн каялла Европӑна тавӑрӑнасси ҫеҫ тӑрса юлать. — Курнӑ-ши вара вӑл унта кама та пулсан? — тесе ыйтрӗ васкаса Костя. Ҫуртсене куҫарнӑ-им унтан? Марыся илемӗ Вавжоншӑн та лайӑх. — Акӑ мӗн, Павлуша, сана пӗр истори ҫинчен каласа памаллах пулать. Пичӗ унӑн сарӑх, пӗркеленчӗк пулнӑ. — Эпӗ вӑл мӗн чул тӑнине ыйтмастӑп, — тесе ответлерӗ мустангер. Ҫемьери пӗр-пӗр шӑв-шав е кӗвӗҫӳ пирки пулса иртнӗ харкашу хыҫҫӑн лӑпланса: пурӑнар-ха, шутлар, шухӑшлар, тетӗн ҫеҫ; пӗр-пӗр ӗҫе тума пуҫӑнатӑн ҫеҫ — кӗтмен ҫӗртен сана килсе те калаҫҫӗ: Вася хӑсать, Машӑн юнлӑ варвитти пуҫланчӗ, Андрюшкӑна вӗтӗ шатра тухнӑ. Хӑвӑн пӑтӑ пӗҫерес ӑсталӑхупа санӑн ҫак услапсем валли мар, Михаил Иваныч Калинин валли апат пӗҫермелле. Сыхӑ пул, Геркулес! Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ӑна хам тӗрлӗ ҫӗршывсене курса ҫӳренӗ чухне пӗрре вырӑнти ҫынсем Лангден текен Трибни королевствинче пурӑнни ҫинчен, унта пурӑнакан ҫынсенчен нумайӑшӗсем тӗпчесе пӗлекенсем, свидетельсем, пӗлтерсе тӑракансем, айӑплакансем, ҫын мӗн тунине курса тӑракансем, суд урлӑ шыраса илекенсем, присяжнӑйсем, хӑйсене ӗҫре пулӑшаканӗсемпе вӗсен тусӗсем пулни ҫинчен, вӗсем министрсемпе вӗсен помощникӗсенчен шалу илсе тӑни ҫинчен каласа патӑм. — Апла пулсан, хӑвӑртрах туртса кӑларӑр ӑна. Паллах, ҫук, ун, пек тума пултараймасть вӑл. «Ӑна илентерме пулать, ку паллашу вара кӑмӑллӑ туслӑх пулса тӑрать», — шухӑшлать Тоня. Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ те тухса утрӑм. Пире ҫак номерте питӗ лайӑхчӗ, ирӗкчӗ те ытарма ҫук канлӗччӗ. — Ку хулара пурӑнаймастӑп эпӗ, — терӗ вӑл кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн. Тӗрӗс мар-и? — терӗ Марья Николаевна ҫине тӑрсах. Пӗрехмай шутлатӑп ҫав, пӗлетӗн-и. Унӑн ача куҫӗсем пек куҫӗсем ман ҫине малтанхи вӑхӑтсенче тӗл пулнӑ чухнехи пекех тӳсмелле мар пӑхатчӗҫ, вӑл куҫсенче мана кулӑ пур пек курӑнатчӗ те, ҫав кулӑ тӑрӑхлакан кулӑ пек туйӑнатчӗ. Пурте ӗненмесӗр кӑшкӑрса ярса, вӑл каланисене тӗрӗс мар тесе шутларӗҫ. Пирӗн поезд ҫарти санитарнӑй кӑна мар иккен — акӑ мӗне тавҫӑрса илтӗм эпӗ, пӗрре ҫапла тертленсе пынӑ чух тӑна кӗрсен. — Ҫапла ҫавӑ, ашшӗ, санран пулмасть суясси, чӗнтер офицерсене, — тенӗ ӑна арӑмӗ. Эсӗ пӗлетӗн-и поляксем мӗн тунине? Чикӗри пур ялсенче те универсаллӑ магазинсем уҫнӑ, мӗн илес тетӗн — ӑна ил. Тепӗр тесен тата, вӗсем каҫсенче лӑпланаҫҫӗ-ха, ун пек чух вара музыкант ташӑ кӗвви каламасть, ҫынсем ӗлӗкрех илтнӗ тӗрлӗрен кӗвӗ калать. Унта пит усал хуйхӑ тата ашкӑнса савӑнасси темле тӗлӗнмелле таччӑн ҫыхӑнса тӑнипе ҫав юрӑсем мана шалтах ухмаха ертрӗҫ. Килхуҫи хӗрарӑмӗсем ҫаплах-ха кӑмака кукринче пӑшӑлтатаҫҫӗ. Вӑл ҫӗҫӗ туртса кӑларать, серапэ аркине ҫӗклет те, юланута чӗринчен ҫӗҫӗпе чикме шутланӑ пек, ун патне пӗшкӗнет. Ҫак салтак ҫӗрте выртакан пӗр пуля илчӗ, ӑна пуртӑ тӑршшипе ҫапса лапчӑтрӗ те ҫӗҫӗпе аппаланса ҫав лапчӑк пульӑран Георги хӗрес хурмине тума тытӑнчӗ; ыттисем, калаҫнӑ хушӑра, унӑн ӗҫне пӑхса ларчӗҫ. — Ҫӗр ҫинче. Эпӗ департаментра ӗҫленин уссине ӑнланса илейместӗп. Кайтар, кайтар, ҫерҫи чӗппи… сиккеле… Ҫак ҫын халь Викентие тата ытларах пархатарлӑ та ырӑ чунлӑ ҫын пек курӑнса кайрӗ. — Ҫапла… — Кам хуралта паян? — терӗ Дубровский. Ҫамрӑк хӗрачапа калаҫнӑ чухне вӑл Грант капитана шырас тӗлӗшӗпе малашнехи планӗсем ҫинчен сӳтсе явать. Эсӗ халь акӑ темле мӑнаҫлӑ чармакланса-кармакланса, каснӑ-лартнӑ леш, балетра ташлакан хӗрарӑм хулӑн хутран тунӑ чул ту ҫумне таяннӑ чухнехи пек выртатӑн… Анчах пурнӑҫӑн вӑрттӑн пултарулӑхӗ ыйхӑсӑр сывлӑшра та, курӑнман йывӑҫсен лӑпкӑлӑхӗнче те, ҫӗр шӑршинче те сисӗнсех тӑчӗ. Портрет ҫӗмӗрӗлсе, тусанланса пӗтнӗ пулсан та, шӑлса тасатнӑ хыҫҫӑн Чартков кӑна чаплӑ художник тунине курчӗ. Ну, мӗнех-ха, турӑ каҫартӑр сире, Варькӑна усал тӑвасшӑн мар эпӗ, анчах эсӗ матрос, ман хӗре намӑс ан кӑтарт! Сумкӑра ҫӑкӑр е сухари таврашӗ пулнӑ пулас, анчах та тискер кайӑксем ӑна нимӗн те хӑварман. Юлашкинчен вӑл йӑпӑлтатса пӑхма шут тытрӗ. Тӗрмере ларакансем вӗсене вӗрентеҫҫӗ, алла илентереҫҫӗ, тӗрлӗрен фокуссем тума хӑнӑхтараҫҫӗ, йӗкехӳресем вара вӗсенчен хӑрами пулаҫҫӗ, шӑна пек сырӑнаҫҫӗ. — Турра кӗлтума каятпӑр! — терӗ амӑшӗ, ун патнелле пырса. Вӑл — чунсӑр та сивӗ, пысӑк тасалӑх эмблеми, ӳтсӗр-чунсӑр пулас пурнӑҫӑн эмблеми. Ыйӑх хушшинчен эпӗ ӑна тем-тем ҫинчен каласа параттӑм, вӑл ним чӗнмесӗр, сулланкаласа ларатчӗ. — Ку та тӗрӗс. — Ҫырлахсам! Хӗрӗх тӑватӑ ҫулти ҫын, pater familias, …ски уездра — виолончель каласа ларать. Ну, ҫывӑрах эппин, ҫывӑр. Пирваях Джемма тӗлӗнсе, хӑраса ӳкнипе шуралса кайрӗ… унтан, хӑрани иртсен, ҫилленсе кайрӗ, сасартӑк хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе намӑс тӑвакан ҫын ҫине тӳрех пӑхса илчӗ, куҫӗсем хуралса кайрӗҫ те ҫилӗ тулса ҫитнипе хӑрушшӑн ялкӑшса илчӗҫ. Корчагина районра мӗнпур ҫамрӑк пурте пӗлсе тӑрать. Пурнӑҫпа вилӗм хушшинче ҫакнашкал тӑмашкӑн та ҫак вӑйӑра хӑй ҫӗнтерессе малтанах пӗлмешкӗн ӑна сехре хӑпса тухасла хӑрушӑччӗ, каласа пама ҫукла савӑкчӗ. — Ҫук, эпӗ лайӑх шухӑшлатӑп. — Анчах, сирӗн чӑрҫӑрлӑх шуйттан чухлех! — тенӗ Келли, Ривэра ҫине пӑхса илсе. Ҫул тӑршшипех Половцев нимӗн чӗнмесӗр ларса пычӗ, чӗлӗм туртма чарчӗ, пырасса тата ҫул тӑрӑх мар, ҫул хӗррипе, пӗр аллӑ чалӑш аяккарах пыма хушрӗ. — Тӑвансем! — хӑрӑлтатнӑ пӑрахут хуҫи Кононов, калӑпсӑр мӑнтӑр ҫын. — Эп селедкӑсӑр пултараймастӑп! Сире эпир пурте питӗ хавас… Шӑп-шӑпӑрттӑн тӑраҫҫӗ вӗсем минута майлӑ, пӗр-пӗрин ҫине тарӑннӑн, ним кулмасӑр пӑхаҫҫӗ… Кирек епле майпа пулсан та эпир тӗрӗссине пӗлӗпӗр, вара эсир хӑвӑра хӳтӗлес тесе пытарма тӑрӑшни усӑсӑр пулнине часах пӗлсе ҫитӗр. Ҫаксене йӑлтах ун патне пиччӗшӗ ҫырусенче ҫырса тӑни ҫинчен асӑнма та манса каймасть вӑл, анчах ку пурте суя, пӗтӗмпех леш эпир пӑрахут патне илсе пынӑ айван ҫамрӑк йӗкӗтрен вӑлтса пӗлнӗ сӑмахсем. Эпӗ вара, король, пӗчченех тӑрса юлтӑм. Ним шарламасӑр пӗрмаях хӑй хӑтине сӑнаса пӑхса тӑнӑ Макариха халӑх хушшинчен арҫынла утса тухрӗ. Эп ӗнтӗ, паллах, ним калама та аптӑратӑп… Анчах сирӗн сӑн-сӑпатӑр… — Чӑнах та, падре, эпӗ ун пек тума пултараймарӑм. Каҫхине пӗтӗм ҫеҫенхире пачах урӑхла сӑн кӗчӗ. — Мӗн апла, атте? Ҫырнӑ май хӑшпӗр чухне унӑн страници-страниципе, хӑш чухне пӗтӗм сыпӑкӗпех те ӑсра вуласа тухма тивет, амӑшне вара хӑш чухне ывӑлӗ ухмаха ернӗ пек те туйӑнса каять. Вӑл ҫырнӑ чухне амӑшӗ ун патне пыма хӑяймасть, ҫӗре ӳкнӗ листисене пуҫтарнӑ чухне ҫеҫ вӑл шикленерех калать. — Санӑн мӗн те пулин урӑх ӗҫпе йӑпанасчӗ, Павлуша. — Вырӑнӑршӑн ҫав тери пысӑк тав сире: эпӗ ун ҫинче ҫывӑртӑм. Курӑпӑр вара, вӑл епле чечек сарнине… — Пӗлетӗн-и эсӗ, сана пӗр сехет ҫеҫ курмасӑр пурӑнма та йывӑр». — Нагульнов килхушшине кӗчӗ, алӑк кӗлине шалтлаттарса хӑварчӗ. — Миҫе ҫынна тӗнче тӑрӑх ятӑн? Вӑл мӑшкӑлласа куласса кӗтрӗ Елена, анчах Павел сӑн-пичӗ салху та кӑмӑллӑ пулнине курчӗ… — Чӑнах-и?.. Айккинчи ансӑр пусмапа (ӑна тӳрех ярса тытрӗҫ) Воропаев сцена ҫинчен анчӗ, вара, фронтовиксем пур енчен те сырса илнӗскер, вӑл вӗсемпе пӗр чарӑнмасӑр калаҫма пуҫларӗ. Киш ҫаплах тарса чупрӗ, — тарнӑҫемӗн муклашкасем пӑрахрӗ, упи вӗсене ҫӑтса пычӗ. — Пит маттур, Райна, кайса ларах ху вырӑнна, — терӗ вара Огнянов. Типшӗм те хытканскер, Кузьма Ярцев чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе пӑчӑртама хӑтланса, курпунне кӑларса ларать, анчах аллисем хӑйне итлемеҫҫӗ, — пӗрмай чӗтреҫҫӗ. Вара сана мӑйӑр туянмалӑх та парӑп… Кунта эпӗ пиратсем пӑлхав пуҫламӗшӗнчен тытӑнсах пӗрре урӑлса курманнине ӑнланса илтӗм. Анчах эпӗ министр пулнӑ пулсан, вӗсем ҫине нихҫан та тапӑнма хушман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ҫар искусствине ӑнланмаҫҫӗ пулсан та, вӗсем тӑнлӑскерсем, асӑрханса ӗҫлеҫҫӗ, ялан пӗр шухӑшлӑ пулса пурӑнаҫҫӗ, хӑйсен тӑван ҫӗршывне нимрен ытла хисеплесе юратаҫҫӗ. Акӑ мӗншӗн вӑл, Негоро сӗннипе тӳрех килӗшсе упӑшкине ҫыру ҫырмарӗ. Илтетӗн-и, чӑштӑртатаҫҫӗ, ылханлӑскерсем? Тата кӑшт тӑнӑ пулсан, вӑл тӳсеймесӗр хӑйӗн сӑмахне тытайман пулӗччӗ. Хампа мӗн пулса иртни ҫинчен эпӗ пиччене те, туссене те нимӗн те каламарӑм, вӗсем тем ҫинчен хӗрсех тавлашатчӗҫ те, эпӗ, ҫак пулса иртнӗ тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен шухӑшласа, пӗр кӗтесе пӗччен лартӑм. Пӗр кунхине, вун тӑваттӑмӗш талӑкра ирхине, Гусев кресло ҫине яланхи пекех вырнаҫрӗ те цифрӑллӑ хӑмана чӗр куҫҫи ҫине хучӗ, шнуртан туртрӗ. — Ӑҫтан пӗлем эпӗ? — тавӑрчӗ лешӗ, хулпуҫҫисене ҫӗклесе. Кӗсре чарӑнса тӑнӑ. «Оксана, чунӑм, ытарайми савниҫӗм, хӑвна чуптума ирӗк парсам!» — терӗ те кӑшт хӑюлланнӑ тимӗрҫӗ, хӗре чуптӑвас тесе, хӑй ҫумне тытса пӑчӑртарӗ; анчах Оксана чуптутармарӗ, хӑйӗн питҫӑмартине тимӗрҫӗ тути патӗнче тытрӗ те, ӑна аяккалла сирсе ячӗ. — Унпа юнашар тепӗр хуйхӑракан ҫын пурччӗ, тен вал Катьӑран та ытла хуйхӑратчӗ пулӗ. — Мӗншӗн тата? — Ну, вот, ҫавӑн пекки… анчах эп унтан пуянрах, манӑн укҫа нумай. Ӗнер ҫеҫ ӑна стена хаҫачӗн редакторне суйларӗҫ тата субтропика культурисен курсне те вӗренме ярасшӑн пулчӗҫ. Анчах курса янӑ пулсан, унӑн малтанхи ӗҫӗсене урӑх ҫынна пама тиветчӗ. Ҫавӑнпа та ӑна, куляна-кулянах, командировкӑна ярассинчен хӑтарма тиврӗ. Пурте Воропаев вӑрҫӑ ҫинчен пысӑк доклад туса парасса кӗтеҫҫӗ, анчах нимӗҫ тыткӑнӗнчен таврӑннӑ Аннушка Ступина сӑмах тухса каласси ҫинчен тата Воропаев ун доклачӗ умӗн кӗске сӑмах кӑна каласа, кирлӗ ӑнлантарусем парассине нумайӑшӗ пӗлмеҫҫӗ. Анчах халь, ҫак сӑмахсене хреснашшӗне каласан, вӑл сасартӑк ҫакна ӑнланса илнӗ: хреснашшӗ унӑн пурлӑхне илсен, вӑл пӗтӗмӗшпех ирӗклӗ ҫын пулса тӑрӗччӗ, ӑҫта каяс килет — ҫавӑнта кайӗччӗ, мӗн тӑвас килет — ҫавна тӑвӗччӗ… Чун кӑнтӑрлахи гудок часрах кӑшкӑртасса кӗтрӗ. «Сирӗн ҫӗршывӑрта правительствӑпа законсем пурри вӑл сирӗн ӑс-тӑнӑр аталанса ҫитменнине, ыр кӑмӑллӑ ҫынсем айвантарах пулнине ҫирӗплетсе парать. — Ав малта хуранӑн курӑнать, ҫавӑнта кайса пӑх-ха, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Карташне кӗнӗ ҫӗрте пӗр лутра кивӗ пӳрт ларать, унта ирлесе ӗлӗк бригадирсем ҫынсене ӗҫ валеҫсе паратчӗҫ, каҫсерен вара, яланах кунта ӗҫлекеннисем ӑшӑнма е калаҫкаласа ларма пуҫтарӑнатчӗҫ. Вӑрҫӑччен ҫак картишӗнче сасӑ янӑраса ҫеҫ тӑратчӗ; ӗҫ вӗретчӗ кӑна. Чӑннипе унта ҫӗршер салтак, слонӗсем те, пуянлӑхӗ те, тата ытти те темӗн те пӗр пулнӑ-мӗн, тульккӑш пирӗн тӑшмансем тупӑннӑ — ӑрӑмҫӑсем, — Том вӗсене ҫапла ят пачӗ, — ҫавсем, пире тарӑхтарас тесе, пӗтӗмпех вырсарни шкулӗ туса хунӑ пулать. Эпӗ ӑна хамӑра мӗн кирлине ӑнлантарса патӑм; вӑл эпӗ каланине хӑйӗн вӑрахӑн мӑч-мӑч хупӑнакан куҫӗсене сиктермесӗр итлерӗ. — Ӗмӗрте ун пек пулас ҫук! — кӑшкӑрса илчӗ вӑл. Эсир чӑнах та хӑвӑр каланӑ пек шухӑшлатӑр-и? Мӑшкӑл курни те ҫын сӑн-питне хӑрушлӑх курнӑ чухнехи пек илемсӗрлетеймест. Андрей ун ҫине кӑмӑллӑн кулса пӑхрӗ, амӑшӗ уншӑн ҫав тери ҫывӑх, ырӑ пулчӗ, унӑн куҫӗнче юратуллӑ, кӑшт салхуллӑрах хӗлхем ҫутӑлса тӑчӗ. Салтаксен чи юратнӑ вырӑнӗ патне, пӑтӑ ҫывӑхне, пысӑк ушкӑн кӗпӗрленсе пуҫтарӑнать, ҫӑварне чӗлӗмсем хыпнӑ салтаксем, пӗрре вӗри тӳпенелле палӑрми хӑпарса ҫӳлте шурӑ пӗлӗт пек ҫӑрӑлакан тӗтӗм ҫине, тепре шӑратнӑ кӗленче пек таса сывлӑшра чӗтренекен ҫулӑм ҫине пӑхса, казаксемпе казачкӑсенчен, вӗсем пӗрре те вырӑссем пек курӑнманнишӗн йӗкӗлтесе, кула-кула калаҫса йӑпанаҫҫӗ, Килсеренех салтаксем курӑнаҫҫӗ, вӗсем ахӑлтатса кулни илтӗнет, хӑйсен ҫурчӗсене хӳтӗлекен тата шывпа савӑт-сапа памасӑр хирӗҫекен казак майрисем хаяррӑн та хӑлхана ҫурмалла кӑшкӑрашнисем илтӗнеҫҫӗ. Тархасшӑн ан ухмахлан. Каялла туртса кай. Сасартӑк ачасем пӑхакан чӳречепе юнашар чӳречере, пушарӑн хӗрлӗ ҫутинче ҫӳллӗ кӗлетке курӑнса кайрӗ. Ҫӗрпе танлаштарсан, Плутон ӑшӑпа ҫутта Хӗвелрен кашни тӑваткал метр пуҫне 1.600 хут сахалтарах илсе тӑрать. — Е-епле вӑл! — тенӗ Фома, Ежов йӗрӗлӗхӗнчен тӗлӗннипе Смолин ҫине ыйтуллӑн пӑхса. Сулӑ юхӑма май кайнипеле шыв варринелле ҫитрӗ. Малтан хускалнӑ вырӑнтан халӗ вӑл ҫур мильре пырать. — «Сана мӗн, — шухӑшлатчӗ ҫеҫ мар, сӑмахпах калатчӗ вӑл, — эпӗ вара ача пирки ҫӗрӗпе ҫывӑраймарӑм». — Кейро? Ҫук! Ухмаха ернӗ-им эсӗ? Анчах поварӑн кухня хуранӗсем пушаниччен татах икӗ е виҫӗ хут Штраус вальсне выляса кӑтартмалла пулчӗ, вӑл хӑрушлӑхран ҫавӑн пек уҫӑмлӑнах хӑраманни кашни хутрах ачасене ҫав тери савӑнтарчӗ. Симурден сӗтел патне пычӗ. Ҫак вӑхӑтрах унӑн кӗҫӗн алӑкӗ патне тата такам ҫывхарса кӗме тӑнӑ, анчах, чупса пыракан хуҫине курнӑ та, чарӑнса виҫкӗтеслӗ шлепкине хывнӑ. Эпӗ тӑлӑп тӑхӑнса лаша ҫине утланса лартӑм, хампа пӗрле Савельича та лартрӑм. Хӑйӗн тусанланса пӗтнӗ кӗске рысакӗ ҫинче сиккелесе пыракан Янкель темиҫе кукӑр туса Грязная ятлӑ ҫинҫе те тӗттӗм урамалла пӑрӑнчӗ. Ваҫили Андрейч хӑйӗн лайӑх лашипе мухтанса: — Халь ӑна чупма май ҫук, юрлӑ, тенӗ. Вӗсем халь инҫетре-ха, мотор сассисем хуллен ҫеҫ илтӗнеҫҫӗ, — таҫта аслати лӑпкӑн кӗрленӗ пек ҫеҫ туйӑнать. Вӑл манран аяларах тӑнипе мар мана ӑнланас ҫук, пачах тепӗр мӑйлӑ, — вӑл мана ӑнланма тивӗҫ те мар. Илсе кай мана Варшавӑна. C`еst charmant! — терӗ амӑшӗ, йӑл кулса; хӗрӗ те ҫавӑн пекех кулса илчӗ. Мӗн чухлӗ ҫӑлтӑр пулман-ши тӳпере — пысӑккисем, пӗчӗккисем, саррисем, хӗрлисем, сенкеррисем, шуррисем! — Ҫавӑ ҫав. — Ҫук, эпӗ сывпуллашма ҫеҫ килтӗм. Чупма ан чӑрмантартӑр тесе, вӑрӑм шинель аркине вӑл чӗн пиҫиххи хушшине ҫавӑрса чикнӗ. Ҫавӑнпа вӑл тӳрленсе тӑчӗ те, айккинче ним туйӑмсӑр тӑракан хавильдара тыткӑнри ҫынна лайӑх сыхлама хушса, хӑвӑрт баракран тухрӗ. Пӗрремӗш хут манӑн ӑна хӗнесе тӑкас килчӗ. — Ярскирен. Ҫийӗр, сывлӑха пултӑр. Мӗн эпӗ тухса кайичченех Пеночкин господин Софрона ҫиленме чарӑнмарӗ. Амӑшӗ такам килессе кӗтрӗ, анчах никам та килмерӗ. Пӑхать, хыҫалтан ҫӗршер ҫӑмламас алӑ кармашаҫҫӗ, пурте чечеке татса илесшӗн. Хӑй хыҫӗнчех тата темскер пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре чупкаласа ҫӳрет пек. — Морис Джеральд, терӗ татах вӑл хумханса, карточкӑна кӑкӑрӗ умне пытарса. Юлашкинчен Юргин тавҫӑрса илчӗ: вӗсем нимӗҫсене переҫҫӗ-мӗн, нимӗҫ цепӗсене тыткӑна лекнӗ ҫынсен ушкӑнӗнчен татса хӑварса, тыткӑна лекнисене малалла килме ҫул уҫса параҫҫӗ. Артур, манӑн чунӑм, сыхлануллӑ пул эпӗ таврӑниччен, шухӑшламасӑр нимӗнле ӗҫ те ан ту. Калаҫу Вебер хыҫҫӑн поэзипе романтизм ҫине, Гофман ҫине куҫрӗ… Эпӗ картан ӑҫта та пулин пӗр-пӗр шӑтӑк ҫук-ши тесе шырама тытӑнтӑм ҫеҫ, сасартӑк юнашар пусӑра пирӗн баркаса хӑваланӑ ҫын пекех пысӑк ҫынна куртӑм. Вӑл пусма патнелле утса пырать. — Паллах, эсир шӳт тӑватӑр. Е эсир ӑна нихҫан та турамастӑр-и? — Ма эсӗ ҫавӑншӑн шеллетӗн? Лавҫӑ ӑна пуҫтарма шухӑшламарӗ, Вавжона тав турӗ те лашисене ҫапрӗ, малалла кайрӗ. — Тем мар; кирек мӗнле пулсан та, ман ӑна систермеллех… * * * Тата тӑватӑ сехетрен Марья Николаевнӑпа Санин Висбадена, гостиницӑна таврӑнчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн йӗнерӗ ҫинче тӗлӗрсе тарҫӑ пычӗ. Гленарван хӳре тытма Роберта хушрӗ те, пӑрахутӑн пӗр маневрне те куҫран ҫухатас мар тесе, географ трубине ярса илчӗ. Каҫсерен — ҫамрӑк партиецсен кружокӗпе ӗҫлетӗн. Хӗрача Огнянова куҫ чарса, хавасланса пахрӗ. Павлюк пуп хӗрӗн урисем ҫине чылайччен пӑхса тӑчӗ те, типнӗ тутисене чӗлхипе ҫуласа илчӗ, ҫынсем урлӑ тӳрех оркестр патне пычӗ, аллинчи саламачӗпе сулласа:— Яра пар гопака! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Улпут ҫуртне чиркӳ стилӗпе, пирӗн патра Александровски стиль текен стильпе, тунӑ. — Курсам, — терӗ вӑл Лося, — пирӗн хыҫҫӑн ихсем вӗҫеҫҫӗ. — Вӑт манӑн та сире улталас килет! — кулатчӗ хуҫа. Апла пулсан, ун йӗрӗпе каяс пулать. Чӳрече хупписен тӑпсисем пӗриклетсе илчӗҫ. Емельян та Егорушка ҫине ҫӳлелле пӑхса илчӗ, анчах вӑл хӑвӑрт та сиввӗн пӑхрӗ. Эпӗ ҫак ҫӗр ҫывӑрса кайма пултарасса пачах шанман, йӑмшак тунсӑхпа ирчченех енчен еннелле ҫаврӑнкаласа ирттерме шутланӑ, ҫавӑнпа, пӳлӗм тӑрӑх пӗр евӗррӗн уткаласа, хама пӑртак та пулин ывӑнтарма тивӗ тесе, ҫиелти тума та хывмарӑм. Ачасем пурте шӑп пулчӗҫ. Ме! Чӗркуҫленсе ларса, пуҫне ҫын ҫапмалла тытса, Павел ӑна хирӗҫ нимӗн те калаймарӗ, вара Артамонов, ӑна пӑхнипех лапчӑтса лартса, тулли кӑмӑлпа:— Ҫапла кирлӗ те сана, — терӗ. — Эпӗ те куҫран вӗҫертрӗм ӗнтӗ ӑна, — тӑсрӗ малалла Зухин. Чистописанипе ҫырма тытӑнсан куҫҫуль тумланӑран ман тетрадь япала чӗркемелли хут ҫине шывпа ҫырнӑ чухнехи пекех вараланса пӗтрӗ. — Калӑр-ха мӗнле шутлатӑр эсир портретсем ӳкерекен хальхи художниксем ҫинчен? — Ӑҫта кунта йытӑ пулма пултартӑр ҫав вӑхӑтра? — терӗ Бойчо. Кунта эпӗ никам та мар. Пирӗн пурин те пӗрле тармалла, тата ҫийӗнчех! Кӳме малалла кусать, Егорушка вара ҫаплах пӗртен-пӗр сӑнсем курать — тӳпе, тӳремлӗх, сӑртлӑхсем… Хӑвна хуть те мӗн пулсан та, пурӗпӗр кил, эпӗ сана яланах кӗтетӗп, сывлӑху темле пулсан та… эпӗ сан ҫинчен нумай шухӑшлатӑп, ҫакӑнта «окопсем патне» киличчен сана час-часах тӗлӗкре кураттӑм, анчах кунта эпир хамӑрӑн нарсем патне аран ҫитсе ӳксе, тӳрех вилнӗ пек ҫывӑрса каятпӑр та, тӗлӗк те курмастпӑр. Хӑю татӑкӗ ҫунма тытӑнчӗ, кӑвак тӗтӗм мӑкӑрланса сывлӑшра ҫаврӑнать. Кӗрӗслетнинчен сыхланса хӑшӗ-пӗри аяккалла чупса тарчӗ, ыттисем нимӗн те курас мар тесе, окопсене кӗрсе пытанчӗҫ, персе янӑ сасса илтес мар тесе, ҫынсем хӑлхи шӑтӑкӗсене пӳрнисене чикрӗҫ, куҫӗсене те хӗсрӗҫ. — Ӗҫ, Иван Иваныч, — тенӗ вӑл ҫемҫен, блюдечкине ун умне лартса парса. — Тухӑр, — терӗ надзиратель Артур ҫине сиввӗн пӑхса. Тен, эсӗ те манпа пырас тейӗн? Кастро хытӑрах вӗҫтере пуҫланӑ. Анчах вӑл нумайччен кӗлтума пултараймарӗ. — Сывлӑх сунатӑп, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ Назанский Ромашов аллине хыттӑн-хыттӑн пӑчӑртаса та силле-силле, шухӑшлӑн ҫав тери илемлӗ сенкер куҫӗсемпе ӑна куҫранах тӳп-тӳррӗн пӑхса. Наука ҫинчен сӑвӑсемпе ҫыраҫҫӗ-и вара? Тармакланнипе пичӗ хӑйӗн хӗремесленнӗ, ҫамки ҫинче те ик юн тымарӗ, сӑмса кӑкӗ патӗнче пӗрлешекенскерсем, ижица пек, тапса, явӑнса тухнӑччӗ. Хӗрарӑм ассӑн сывласа илчӗ те шӑппӑн пӳлӗмрен тухса кайрӗ. Челкаш ун ҫине пӑхрӗ те мӑшкӑллӑн кулса: — Сыпса ҫитрӗ пулать!.. Тӑххӑр тултарнӑ хыҫҫӑн вара ман тӗле тата йывӑртарах инкексем килсе тухма пуҫларӗҫ. Икӗ тем пысӑкӑш кӑвак лаптӑк — пӗри ал лаппи ҫывӑхнелле те тепри чавсаран кӑшт ҫӳлерехре — ялт-уҫҫӑн палӑрса тӑрать шурӑ, ачаш ӳт ҫинче. — Ҫак килте пурӑнакан ҫын Хӗрлӗ Ҫара кайнӑ. Анчах халь ҫук ӗнтӗ вӑл. — Пустуй сӑмахсене итлес пулмасть. Наказанисем ҫинчен калакан уложенин чиккинчен тухса кайиччен ӑна тивме юрамасть… Катя тӗлӗнсе кайрӗ. — Ванюк, итле… — терӗ вӑл, сӑмахӗсене тата-тата уйӑрса. — Кала мана: манпа пӗрле чухне, юнашар чухне телейлӗ пулайнӑ-и эсӗ? Лайӑхчӗ-и сана? — Олеся! Халех акӑ сире вуласа анчах пӗр сахалтарах паратӑп. — Сирӗн пысӑк инкек пулчӗ-и вара? Анчах профессор хӑвӑрт сиксе тӑчӗ, шӗлепкине тӑхӑнса тухса кайма хатӗрленчӗ. Ҫуталса тӑракан ҫак сӑрт ҫинче ӑна текех тӑма юрамастчӗ пулмалла ҫав. Хамӑн пӗтӗм вӑйӑмпа эпӗ ялан, паянхи кунчченех, пархатарлӑ ӗҫ тӑвас ҫӗрте усӑ курнӑ. Лена хӑнасене мӗнпе те пулин интереслентерме хӑтланчӗ, анчах хӑнасем ун ҫине ним те ӑнланман пек ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те, лешӗ нимӗн тума пӗлмесӗр чарӑнса ларчӗ. Сотньӑра та пӗрмай ӗҫсе савӑнать. Аван мар тесе, укҫа купи ҫине пӑхмарӗ вӑл, Егорушка патне систермесӗр пычӗ те ӑна хыҫалтан кӗпинчен туртрӗ. Астӑватӑп, салтаксем мана алӑсенчен тытса тӑратчӗҫ, хуҫасем вӗсене хирӗҫ тӑрса, пӗр-пӗрин майлӑ пулса, ия! — тесе жалобӑсене итлесе тӑраҫҫӗ, хуҫа арӑмӗ хӑй лайӑх пӗлсе тӑнӑ пекех калать: — Паллах, вӑл ун ӗҫӗ! Анчах чи пӗчӗккипе чи ватти уҫӑрах кӑмӑллӑн пӑхатчӗҫ. Кунта пӑртак пурӑнсанах эсир ӑна хӑвӑр та лайӑхах ӑнланса илӗр», — терӗ. Кун пек тусан вара пурнӑҫ мар, пыл та ҫу пулать. Мӗн калать вара вӑл хӑйне тӳрре кӑлармашкӑн? Унӑн сарлака янахне, шатраллӑ питне, кулӑшла куҫӗсене, пуҫ шӑмми ҫумне ҫыпӑҫнӑ тата хӗрлӗрех ҫӳҫӗ айне пытаннӑ хӑлхисене, ҫӑра сухалне, вӑл хуллен, анчах шанчӑклӑн утса ҫӳренине, унӑн кӑнттам, лутака кӗлеткине курма кӑмӑллӑ пулман. — Шӑтӑкра унӑн ҫурисем те пулма кирлӗ. Тихон Вялов вара Петра нихҫан та кӑмӑла кайман. — Леш кӑларса пӑрахма хушнине. Врач та пӑшӑлтатса:— Юн курнипе кӑмӑлӗ хуҫӑлчӗ пулас унӑн, — терӗ. — Джим, — терӗ вӑл, — эсӗ пӗччен те кунта мӗне те пулин тӑратӑн. Эсӗ пӗлетӗн: эпӗ саншӑн яланах ырӑ пултӑм. Чи кӑмӑллӑ ҫуртсенчен пӗри вӗт вӑл… Бенедикт пиччене илӗртме пултаракан нумай тӗслӗ хурт-кӑпшанка шутламасан, паллах, кайӑксем ҫакӑнти тинӗс хӗррине килекен пӗртен-пӗр чӗрӗ чунсем пулчӗҫ-тӗр. Кӑшт айккинчерех Кирюхӑпа Вася лараҫҫӗ, пулӑ тасатаҫҫӗ, куҫӗсем вӗсен тӗтӗмпе хӗрелнӗ. Вӑл пӗтӗмпех илтнӗ-мӗн. — Браво! — кӑшкӑрса ячӗ пӗри. — Вӑйӑҫӑсем! «Вӗҫкӗн Микихвер хӗрӗннине» каласа парӑр-ха! Йывӑр укҫа енчӗкӗ (портмонэ ун чухне асра та пулман-ха) ҫул ҫине шанклатса ӳкрӗ. Ку шухӑш Лизӑна пушшех хӑратса пӑрахнӑ, вӑл вара тепӗр кун ирхине каллех ращана Акулина пулса пыма килӗшнӗ. Вӑл ҫывӑрса кайма пуҫланӑ. Вӑт камсем ӗҫленӗ, тӑванӑм! Яка та таса Яков Сомов сахал, хуллен, ӗнентерӳллӗн калаҫать, вӑл тата пысӑк ҫамкаллӑ Федя Мазин тавлашусенче яланах Павелла хохол енче пулаҫҫӗ. Сапаланчӑк япалана ҫӗнтерме — йывӑр, анчах пӗр ҫӗре пухӑннине тӗрӗслӗх хӗҫӗпе пӗрре сулсах касса татма пулать… Эпӗ унта каҫчен юлатӑп, а эсӗ килте эпӗ подрядчиксемпе тӑрса юлтӑм тейӗн.. — О-о, хамӑр йышшисем! Пӗри пур авӑ, шуйттанӗ, нимпе те выртмасть. Ӑна мӗнле майпа асӑнтарма пултарассине хам пачах та пӗлместӗп, сӑмахӗ кӑна ҫапла тухса кайрӗ. Яков Лукич-и? Юлашкинчен, тӑватӑ сехет пынӑ хыҫҫӑн, пирӗн лашасем Стапи ялӗнче пӗр пастор ҫурчӗн хапхи умне хӑйсемех пырса чарӑнчӗҫ. — Сире ӗнентерсех калатӑп, — терӗ ученый. Комендант, пӗтӗмпех лайӑхрах тӗпчесе пӗлес шутпа, уряднике кӳршӗри ялсемпе крепӑҫсене кӑларса ярать. — Эпӗ те йӑмӑку. Пушмак туянма пынӑ хӗрарӑм пулнӑ вӑл. Ҫак вӑхӑтра 64-мӗш номерлӗ полицейски Крэнкбиле иккӗмӗш хут пырса хӑваланӑ: — Уттар тавай! Унсӑр пуҫне кукӑр туюпа тата тепӗрне персе ӳкер, ара, кӑна мар, акӑ ҫакна, ҫӑмарта туманскерне, тӗпеклине… Амӑшӗн хӑлхине тата такамӑн пӑра пек шӑтаракан ҫуйӑхнӑ сасси пырса кӗчӗ: — Государь-императора хирӗҫ, его величество-патшана хирӗҫ-и? Ҫаплах шухӑшланӑччӗ те эпӗ, — терӗ вӑл. Старике лӑплантарас тесе, Горева пур ҫӗрте те ӑслисем тата ухмаххисем, усаллисем тата ыррисем пурри ҫинчен каларӗ… Марья Николаевна куҫӗсем Санин пичӗ ҫинчи йӗрсем тӑрӑх шӑвӑнчӗҫ, вара Санин ӑна хирӗҫ кӑмӑллӑн кулчӗ. Карчӑк мана тухтӑрпа тӗл пулса «кирлӗ мар» теме хушрӗ. Артём ӑна ӑсатса янӑ чух:— Халлӗхе сывӑ пул, Жухрай. Анчах та пӗртен-пӗр минут кӑна. Ҫак карапӑн яланхи ӗҫпе мар, урӑх ӗҫпе тинӗсе тухмалла пулнине чухласа илме йывӑр мар ӗнтӗ. «Манӑн ура!» кӑшкӑрса ячӗ городничий, ҫав вӑхӑтрах городничий Иван Иванович ҫине, сӗм-сӗмекке ҫине пӑхакан улӑп пек, нумай вӗреннӗ педант ташша вӗрентекен учителӗ ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса илчӗ. Ҫинчен тата урине тӑсса урайне хытӑ тапса илчӗ. Унӑн распоряженисене кӗтнӗ. Алӑк янахӗ ҫине тайӑнса тӑракан Давыдов сассӑр кулать. Ҫӑрттан мучи, кӑштах лӑпланса, васкамасӑр кӑна урине тӑхӑнма пуҫларӗ, вара, Давыдова пачах асӑрхаман пек пулса, хӗрсех малалла каласа кайрӗ: — Йыт ҫӑмӗнчен ҫыхнӑ чӑлха ревматизьмӑран питӗ пулӑшать! — Иван, пӑх-ха, ман сӑмса ҫинче шатра пулас, — ыйтрӗ вӑл. — Кунпа килӗшме те пулать, — тетӗп. Тепри амӑшне хулпуҫҫинчен хуллен ҫеҫ тӗртсе илсе:— Калатӑп вӗт — хӳме урлӑ пӑрахаҫҫӗ! — терӗ хӑйне хӑй ӗненсех. — Айӑпланакан, тӑрӑр. Акӑ, эсир чавсӑра сӗтел ҫинчи йӗпе ҫине хутӑр та — кӑртах сикрӗр, пит-куҫӑра чалӑштарса илтӗр. Стефчова вӑл ӑмана таптаса лапчӑтнӑ пек лапчӑтрӗ. Эсӗ хитре те мар, анчах сана саваҫҫӗ. Ӑҫтан тупнӑ-ха эсӗ вӗсене? Килекен ҫын ури айӗнче курӑк кӑшӑртатни тата хытхура ҫатӑртатни илтӗнчӗ, анчах та вут ҫути хыҫӗнче никама та курма май пулмарӗ-ха. Хӗлле, праҫниксем вӑхӑтӗнче, ҫветкӗре е ҫӑварнире, вӑл Натальйӑна хула тӑрӑх ярӑнса ҫӳреме илсе кайнӑ; кун пек чухне ҫунана темӗн пысӑкӑш хура ӑйӑр кӳлнӗ, ӑйӑрӑн куҫӗсем йӗс пек сарӑ пулнӑ, вӗсем ҫинче урлӑ та пирлӗ хӗрлӗ юн тымарӗсем каркаланса тӑнӑ; вӑл, пуҫӗпе ҫиллессӗн сулкаласа, хыттӑн тулхӑрнӑ, Наталья ҫак тискер кайӑкран хӑранӑ, пӗррехинче тата Тихон Вялов ӑна:— Дворянсен лаши, ют влаҫа ҫилленет, — тесе тата та ытларах хӑратса пӑрахнӑ. Ҫапах та вӗсем акӑлчан джентльменӗ католиксем тӗлӗшӗнчен те ырӑ пулмалла, тесе шутланӑ; ҫавӑнпа та вӗсен ашшӗ, хусах пурнӑҫпа пурӑнса йӑлӑхнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн кӗҫӗн ачисене пӑхакан католик хӗрне, илемлӗскере качча илсен, икӗ аслӑ ывӑлӗ, Джеймспа Томас, килте хӑйсемпе пӗр ҫулта тенӗ пекех амаҫури амӑшӗ пулнипе килӗшме йывӑр пулсан та, турӑ хушнине пӑхӑннӑ. Сан пек туспа ҫапла калаҫатӑн, ятлаҫатӑн та, кайран вара ҫӗрӗпе ҫывӑраймастӑн, чӗре вӑркать… Том Аустин курӑнман яхтӑна кӑшкӑрса илесшӗн пулчӗ, анчах хирӗҫ пӗр сасӑ та илтӗнмерӗ. Ытти пӗтӗм ҫынсем вӗсем тавра куҫҫуль юхтарса тӑраҫҫӗ, икӗ ултавҫа аллисенчен пыра-пыра чӑмӑртаҫҫӗ, татса илменни кӑна. — Ах, мӗнле ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем! Мӗн тери лайӑх капла! Анчах мӗнле-ха эсир хӑвӑр? — Эпӗ Аламона лайӑх пӗлетӗп, — тенӗ вӗсенчен пӗри, мустангерӗ. Анчах ун пек тума май килмен — кӗтмен ҫӗртен пулнӑ япаласем кансӗрленӗ. — Илтмен-и кайран, Казбича мӗн пулнӑ-ши вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Виҫҫӗ ҫурӑра Ромашов патне полк адъютанчӗ Федоровский поручик килсе ҫитрӗ. Ку ытла та тӗлӗнмелле курӑнчӗ, мӗншӗн тесен ҫутҫанталӑкра пӗр япала та пӗр вӑхӑтрах икӗ ҫӗре мӗлке хывма пултараймасть. Ҫулҫӳревҫӗ вуласа тухрӗ: «Говэн, Лантенака тытсан, ӑна персе вӗлересси ҫинчен пӗлтерет». Тӑвӑр тӗрмене хупнӑ Дик Сэндӑн унтан вилӗме хирӗҫ ҫеҫ тухмалла ӗнтӗ. — Гленарван, майор, Роберт, савнӑ тусӑмсем! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. — Грант капитана вӑл ҫук ҫӗрте шыранӑ эпир! — Кунта ним шутламалли те ҫук, — татӑклӑн та ҫирӗппӗн каларӗ Ҫӑрттан мучи. Ку вара уяр кун аҫа ҫапнӑ пекех пулчӗ. Унӑн халь хӑйӗн ӑс-пуҫӗ пур! Вӑл хуралласа пымасӑр эпӗ ҫакнашкал экскурсие тухса ҫӳреме те хӑяйман пулӑттӑм. Вӑл хӑйӗн пӳлӗмне кӗчӗ. — Мистер Трелони, нимӗн иккӗленмелли те ҫук, — ответлерӗм эпӗ. — Мистер Трелони, ҫав вӑрӑ-хурахсенчен пӗрне персе ӳкерӗр. Ку сехет пирӗншӗн ӗмӗрпе пӗртан пек вӑрӑм туйӑнчӗ. Ӗҫлекеннисем камсем? — Пӗлес килет пулсан, сан пит-куҫран ҫеҫпӗл шӑрши мар, йӳҫ кӑшманпа сухан тата тип ҫу шӑрши кӗрет. — Хулана каяҫҫӗ пулмалла. Ку ҫӗҫӗ — чул ӗмӗрӗнчи япала мар, бронза ӗмӗрӗнчи те мар. — Епле астӑвас мар-ха! — терӗ амӑшӗ. Варринче, пӗчӗк ушкӑн малтан кӗрсе тӑнӑ ҫӗрте, пурин валли те вырӑн ҫитмен пулӗччӗ. Айккине, хутлӑ-хутлӑ тунӑ сентресем ҫине, вӑтам пӳллӗ ҫын ирӗклӗнех вырнаҫма пултарать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Макҫӑм пичче питех те пӑшӑрханса ӳкрӗ. Мина старик сӑмса айӗн лӗкӗртеткелесе илчӗ. «Сӗрӗм тивнӗ пек, — шухӑшларӗ Андрей. Хула ҫывӑрать. Ку хура куҫ валли, санӑн куҫусем темле ҫутӑ йышшискерсем, — терӗ вӑл мана, вара хуҫа пек хӑм! тесе илчӗ, анчах ҫавӑнтах шикленсе кухняна йӗри-тавра пӑхса илчӗ. «Те хӑйсем патӗнче ҫитӗнекен панулми пекки, те ахаль ҫарӑк пекки ҫеҫ? — иккӗленсе тӑчӗ вӑл. — Вӑт питӗ аван та апла пулсан! Вӑл сывламан пекех туйӑнать, — вӑл хӑй пуҫӗнче ҫуралакан ҫутӑ ӗмӗтсен тыткӑнне лекнӗ. Ну, ҫапла ҫав… Анчах… Вӑт мӗнле пурӑнаҫҫӗ! Ҫакна лайӑх пӗлсе тӑр: ӗҫ тени вӑл — чӗрӗ те вӑйлӑ тискер кайӑк, ӑна тытса пыма пӗлес пулать, ҫӑварлӑхлас пулать ӑна ҫирӗпрех, унсӑрӑн вӑл сана ҫӗнтерет… Чурасем камран апат пама пуҫлӗччӗҫ-ши? Пысӑк, таса кухньӑра ӑшӑ та тӗттӗм, тулта ҫил-тӑман шӑхӑрать, кантӑксене пурҫӑн сӗртӗннӗ пек ҫемҫен ачашлать. Ҫӗр курӑнмасть, горизонт та пит инҫе туйӑнать Галлюцинаци пулнӑ хыҫҫӑн манӑн пуҫ халӗ те ыратать-ха. Ҫук, вӑл, Нагульнов, тӑшмана вӑрттӑн пеме темле путсӗр кулак мар! Унӑн тӳпи гранит стенасем ҫинче хӑш тӗлерех тӗреленсе тӑнине те пӗлме май ҫук. Анчах атмосферӑра ҫӗкленсе ҫӳрекен ик-виҫӗ пӗлӗт куписем икӗ пин чалӑшран кая мар; ҫӗр ҫинчи сывлӑшра шыв нӳрӗ те унтан ҫӳлерех пӑйланса хӑпараймасть, анчах пӗлӗтсем ҫапла ҫӳле хӑпарни пусӑрӑнса ҫирӗпленнӗ сывлӑшран килнӗ пулмалла. Кур-ха, хорунжий хӗрӗ мӗнле! ӑна пӗри сахал. — Эсир пирӗнпе пӗрле пыратӑр. — Эсир нумайранпа выҫӑ пурнатӑр-и? Чӑннипех те, Ледков ҫав тери хӑвӑрт сывалса пычӗ. Корчагинӑн мар» тет вӑл, — тесе пӗлтерчӗ Лида, темӗнле салхуллӑн. Ухмантей! Ой, пит те лайӑх май килсе тухать-ҫке! — Эсир аманнӑ-и? — терӗ вӑл. Кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗлелле сасартӑк усал хыпар пӗтӗм хулана пӑлхатса ячӗ. Турӑҫӑм! шакканӑ сасӑ та, кӗмсӗртетни те илтӗнет кунта. Нимӗҫ полк командирӗ ҫине тата чӑрсӑртараххӑн пӑхса илчӗ. Илсе кайма ирӗк парӑр ӗнтӗ… Асӑм чакнипе кӑна маннӑ эпӗ, ӑс чакни вӑл пӗр пӗрчӗ сахӑр ҫименнинчен килет. Эпӗ ӑна хӑвӑрт чӗлпӗр тыттартӑм. Кимме кӑкарса, ҫыран тӑрӑх утрӑм. Сире ҫӑмӑл пулсан, сӑн-питӗр ҫинчен маскӑна ан хывӑр, анчах ӑна хӑвӑрӑн чӗрӗр ҫинчен сирсе пӑрахӑр, хӑвӑршӑн сирсе пӑрахӑр! Ҫӑрттан мучи куҫне чеен хӗссе илчӗ. Томӑн, ҫакна илтсен, питҫӑмартийӗ хӗп-хӗрлех пулса кайрӗ. Монтёрӗ тифпа чирлесе ӳкнӗ. Негоро каялла чакрӗ. Ӑна пуҫӗнчен лӑпкаса вӑл пӗрехмай:— Ҫирӗпрех пул, Элен, ан хӑра! Паллах, ҫурӑлнӑ хӑлхара мар ӗнтӗ… Каҫ пулнӑ ҫӗре Давыдовӑн ботинкипе шӑйрӑлса пӗтнӗ урисем йывӑррӑн сурма тытӑнчӗҫ, пилӗкӗ ыратакан пулчӗ. Сайра хутран вӗсен хушшинчен хӗвел урисем чалӑшшӑн ӳкеҫҫӗ, ҫуллахи пекех кӑн-кӑвак тӳпе татӑкӗ курӑнса каять, ҫавӑн пек чухне вара кантӑкран курӑнса выртакан Дон шывӗн кукри, ун хыҫӗнчи вӑрман, инҫетри сӑрт урлӑ каҫакан ҫул тата питӗ пӗчӗк ҫил арманӗ курӑнать, — ҫавсем пурте чуна хумхантаракан черченкӗ ӳкерчӗк евӗр туйӑнаҫҫӗ. Игнат Гордеевӑн тупӑкӗ хыҫҫӑн, пӗлӗт пек тусан кӑларса, темӗн чул халӑх хуп-хура курӑнса шӑвӑннӑ, пуп таврашӗсен ризисем ылтӑннӑн-кӗмӗллӗн йӑлтӑртатса пынӑ, васкавсӑр хускавӑн пусӑрӑнчӑк шавӗ архиерей хорӗн уявлӑ музыкӗпе хутшӑнса кайнӑ. Ҫулталӑкран тепӗр ывӑл, Яков, ҫуралнӑ, анчах пысӑк ҫамкаллӑ Илья пилӗк ҫултах килте пуринчен те паллӑ ҫын пулса тӑнӑ. — Вӗҫсе килтӗн пулать, кӑвакарчӑнӑм? — ҫӗнтернипе савӑнса ыйтрӗ Разметнов. — Ҫ-ҫук, епле телейлӗ эпӗ хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен, э? — Мӗн тума? Ҫынсем кӑмӑллӑн кулса алӑ ҫупаҫҫӗ, анчах вӗсене пуринчен ытла курпун култарать. Джемма шухӑшӗпе курпунӑн нимӗн кулӑшла енӗ те пулман. Хӑй вӑл салтак пек кӗлеткине тӳррӗн тытса утнӑ, ларасса та ҫавӑн пекех ларнӑ, ҫынсемпе мӑнланса, йӗплешсе калаҫнӑ. — Ах, илемлӗ те-ҫке! Эпӗ сирӗн секундант пулма килӗшмесен, эсир урӑххине шыратӑр-и? Турра тав, турра тав!» Шкулта хыттӑн кулса илчӗҫ, анчах Давыдов ура ҫине тӑрсанах кулӑ чарӑнчӗ. Марья Ивановна вӑл каланисене тинкерсех итленӗ. «Ан пӑшӑрханӑр», мӑкӑртатрӗ лешӗ тулли ҫӑварпа. Августӑн 23-мӗшӗ, вырсарникун. Вӑл хыпашласа пӑхрӗ, хӗвӗнчен типсе кайнӑ ҫӑкӑр чӗлли туртса кӑларчӗ те, ӑна пӗчӗк ача пек, ахаль те путӑнчӑк питҫӑмартийӗсене тата та путӑнтарса, ӗмме пуҫларӗ. — Юн пӑсӑлнӑ вырӑс ҫыннисен, юн пӑсӑлнӑ пирки ҫав кӗнекеҫӗ-хаҫатҫӑсем, сӗмсӗр фарисейсем, тапса тухнӑ та. Эпӗ его величествӑна вӑл мӗнле япали ҫинчен ӑнлантарса патӑм та, ӑна ҫав шлепкене ним тӑхтамасӑр тӗп хулана мана турттарса кӳрсе пама йӑлӑнтӑм. Тепӗр кунне шлепкене турттарса килчӗҫ. Анчах лавҫисем ӑна уяса чипер тытман. Вӗсем шлепке хӗррине ик шӑтӑк тунӑ, вӑрӑм вӗренсенчен кӑкарнӑ ҫеклӗсем тирсе ҫаклатнӑ, вӗренӗсене ут таврашӗнчен кӑкарса янӑ. Ҫапла майпа вӗсем ман шлепкене шӑп ҫур миля сӗтӗрсе килнӗ. Телее, ку ҫӗршывра ҫӗрӗ пит тикӗс те яка пирки шлепке эпӗ шухӑшланӑ пекех лӳчӗркенмен. Вӗсем кӑтартнӑ вырӑна Наукӑсен академин экспедицийӗ кайнӑ. Ирхи апат пиҫсен, эпир курӑк ҫине вырнаҫрӑмӑр та ӑна тӳрех вут ҫинчен илсе ҫисе ятӑмӑр. Телее пула базальтлӑ ҫыран хӗрринче ҫӗр шӑтӑкне кӗмелли вырӑн пулчӗ. Вильсон ӑна тинӗсрен тухичченех асӑрхарӗ. Федя! Хамӑр пыма тухни ҫинчен Мускавран телеграфпа пӗлтернӗччӗ пулин те пире никам та кӗтсе илмерӗ, вара эпир Петя таврӑнман пуль-ха терӗмӗр. Вӑл: «аванрах пек», — терӗ те стена енне ҫавӑрӑнса выртрӗ. Cамолётсем хӗвеланӑҫ еннелле кайма пуҫласанах, Матвей Юргин юнашар окоп патнелле ыткӑнчӗ. Тата Павелпа Андрее вӗсен тарма кирли ҫинчен ӗнентерес пулать, ӗҫсӗр лартма юрамасть вӗсене, мӗншӗн тесен вӗсем ытла та хаклӑ ҫынсем… Ларать. Курӑр-ха эсир: куҫӑмсем те хитре-ҫке манӑн, куҫхаршисем те, урасем те, ну, тата ыттисем те… Кунтан тухса шӑвӑнма май килмест-ши, хӑтланса пӑхас мар-ши? Инсаров хӑй куҫса килнӗ хыҫҫӑн тепӗр кун ирхине тӑватӑ сехетре тӑчӗ, Кунцово тавра чупса ҫаврӑнчӗ, ҫырмара шыва кӗрсе тухрӗ, пӗр стакан сивӗ сӗт ӗҫрӗ те ӗҫлеме пуҫларӗ; ӗҫӗ нумай вара унӑн: вӑл вырӑс историне те, правӑна та, политикӑлла экономие те вӗренет, болгарсен юррисемпе летопиҫӗсене те куҫарать, хӗвелтухӑҫӗнчи государствӑсем ҫинчен материалсем те пуҫтарать, болгарсем валли вырӑс грамматикине, вырӑссем валли болгар грамматикине хатӗрлет. Хӑйӗн кучерне тухтӑр патне ярса, вӑл ҫавӑнтах фабрикӑна каякан ҫулпа ҫурранах тухса утрӗ. Вӑл иртсе пынӑ тӗлте салтаксем хӑйсен вырӑнӗсенчен хавассӑн сиксе тӑрса честь параҫҫӗ, унтан вара, пӗчӗк ушкӑнсене пуҫтарӑнса, сӑмахлама тытӑнаҫҫӗ. Экспедици валли виҫӗ матрос суйласа илме тарсан, Гленарван йӑлтах аптӑраса ӳкрӗ, мӗншӗн тесен кашниех экспедицинче пуласшӑн. Вара, никама та кӳрентерес мар тесе, шӑпа ямалла турӗҫ. Анчах чее йытӑ хӳрине хӗстерсе пӗчӗкленчӗ те, ним илтмен пек пулса, алӑкран тухрӗ. Унтан вара тӑруках ҫаврӑнса тӑчӗ те сӑнне-питне урӑхлатса, куҫӗсене ялкӑштарса илчӗ. — Ҫӗр ҫулта, — ответлерӗ ненец. — Аван мар. Ку япала пире, Джимпа иксӗмӗре, самаях хӑратать, ҫавӑнпа эпир вӗсен ҫак ӗҫӗсене пачах хутшӑнас мар тесе калаҫса татӑлтӑмӑр, май тупӑнсанах вӗсене пӑрахса тарма шутларӑмӑр — юлччӑрах хӑйсем тӗллен. Унӑн лутра маччи айӗнче, ҫемҫе сӑран минтерсем ҫинче, Еленӑпа Инсаров лараҫҫӗ. Пӗтӗм шанчӑка ҫухатса, ҫӑлӑнма пултарассине ӗненме пӑрахса, аманнӑ ҫын юлашкинчен ҫӗре кайса ӳкнӗ. Шыв хӗрринчех хайхи тӑватӑ ҫын та хӑйсене мӗн пуласса кӗтсе тӑраҫҫӗ. Кам-кам, а унӑн вара ун пирки шарламасан та юрамалла. — Мӗне кирлӗ пулчӗҫ вара ҫавсем ӑна? Амӑшӗ, ҫӗр каҫа пӗр минутлӑха та ҫывӑрса каяйманскер, вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, каҫхинех хатӗрлесе лартнӑ сӑмавара чӗртрӗ, яланхи пекех, ывӑлӗпе Андрей патне алӑкран шаккасшӑн пулчӗ, анчах кӑштах шухӑшласа тӑчӗ те, аллине сулса, чӳрече умне пычӗ, шӑлӗ ыратнӑ пек, питне аллипе тытса ларчӗ. Унпа танлаштарсан, ҫав ҫамрӑк плантатор е офицерсем мӗне юрӑхлӑ-ха вӗсем! «Ах, такӑшӗ ларать кунта!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ те хӗрсем, хӑранипе пурте алӑкран тухса вӗҫтерчӗҫ. Тытӑнатӑп ӗнтӗ халь ӗҫе! — Ҫулҫӳревҫӗ Ҫӗр ҫинчен ӳкессе пӗлсех тӑтӑм ҫав, — хуйхӑрса каланӑ вӑл кашни кунах. Вӗсем производительсем пулсан, апла апат анчах ҫимелле, ӗҫлемелле мар вӗсен, унсӑрӑн ыйтӑва пачах татса пама ҫук». Анне ҫавна вӗри сӑмалапа чашт! сапрӗ. Эпӗ ҫавӑн ҫинчен повӑртан ыйтаттӑм, анчах вӑл хӑй питне пирус тӗтӗмӗпе хупӑрласа, час-часах тарӑхса калатчӗ: — Эх, мӗн сана йӗкӗлтесе тӑрать! Анчах чылайччен сывпуллашрӗҫ, килхушшине тухсан, табак туртса ячӗҫ, вара урамра тата тепӗр хут сывпуллашрӗҫ. — Вӑл-и? — тесе тавӑрчӗ вӑл, куҫне пӗлӗтелле ҫӗклетсе, хӑй кӑмӑлӗ тулнипе кулкаласа. Вӗсем ҫакӑн пек шут турӗҫ: паллах, танкистсем аван ҫынсем, анчах лётчиксем те вӗсенчен кайра тӑмаҫҫӗ, вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхсан, вӗсем сывлӑшри ҫынсем пулсан та — хуҫалӑха, ҫемьене тытса усрама пултаракан паха ҫынсемех пулма пултарни курӑнать. Юрамасть каҫарма! Фома часах, ирсерен сӗтел хушшине кӗрсе ларса, вӗренме пуҫланӑ. Славян азбуки тӑрӑх пӳрнисене шутарса, аппӑшӗ хыҫҫӑн каласа пынӑ: — Аз… буки… веди… Сывлӑш ҫавӑрайми пулса, сӑмахӗсене аран-аран каласа, вӑйӗ ҫуккиле нумайччен чӗнеймесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл малаллах каларӗ: — Эсир пирӗнпе пулни пит аван вӑл, — сирӗн сӑнӑра курма кӑмӑллӑ. Ун валли ҫут тӗнчере вырӑн ҫук! хӑвалаҫҫӗ ӑна! — Шухӑшласа пӑхас пулать, — терӗ Дик Сэнд. Тата — парабола палли: рубин шарик Ҫӗрте кирпӗч тӗсли — Марс-и? Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнӑ-ха? Американец капитан кунта паян ҫӗрле пулнӑ иккен. Пушар, вулканӑн уҫӑлнӑ кратерӗнчен тухакан лава пекех, сарӑлса пырать. Ҫар сасартӑк та хӑвӑрт чакса кайнине кура хӑраса ӳкнӗ Ольховка ҫыннисем — колхозниксем тӑван ялӗнчен епле тарнине Андрей пит хурланса та хуйхӑрса пӑхса тӑнӑччӗ. Авиацире мӗн ӑнланаҫҫӗ вӗсем? Ҫӑрттан мучи карчӑкне хулпуҫҫи таран ҫеҫ, йывӑрӑшӗпе те карчӑкӗ унтан икӗ хут ытларах пулӗ. — Эпӗ вӗсен йӗрӗсене ниҫта та тупаймастӑп, — тесе ответленӗ капитан. Пӗр Россия кӑна ҫак сӑмахӑн хакне пӗлет. — Эпӗ кунта юлашки вӑхӑтра нумай сӑмах ҫӑтрӑм. Тӑна кӗр, хаклӑ юлташ, вӑран!.. Ӑна ку ӗҫре пулӑшма негрсене йывӑрах пулмарӗ. — Ку — юмах. Ку — юмахран вӑл! Е пирӗн матроссем, эпӗ санпа мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлсен, Том, — шутла-ха эсӗ, — мӗн тӑвӗччӗҫ вӗсем мана! Хӗвел аниччен пӗр чӗрӗк сехет маларах эсир пӑшалпа, анчах йытӑсӑр, ращана пырса кӗретӗр. Тур сыхлатӑрах сана, хӑта!» — терӗ винокур, шурса кайса. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ ҫакӑнти ехусенчен маларах тӑнӑ пекех, хама ҫакӑнти гуигнгнмсенчен каярах тесе шутлатӑп. Эпӗ сире калатӑп: часрах кайса ӗлкӗрӗр!» — Эсир нумайлӑха тесе шутлатӑр-и? — ыйтрӗ Саша. Ҫӑраҫҫисене ил! Пӗтӗмпех урӑхла иккен, пӗр сӑмахпа каласан, эпир санпа тӗл пулман-ха темелле. Вӑл, сывлама ҫӑмӑл пултӑр тесе, кӗпе ҫухине вӗҫертсе янӑ, унтан, сӗтел ҫине чавсаланса, пуҫне икӗ аллипе хӗстерсе тытса, ним хускалмасӑр хытса ларнӑ. Хӑйсен козакӗсем умӗнче ҫатта-ҫарамас тӑнинчен тата хӑйне ҫывӑрнӑ ҫӗртех йытта илсе кайнӑ пек тыткӑна илсе кайнинчен именсе, атаман пуҫне ҫӗрелле усрӗ. Ҫапӑҫу хаярлӑхӗ ӑна пӗтӗмӗшпех алла илчӗ те урӑхлатса ячӗ. Депона кайса Артём ҫинчен пӗлмелле тата Серёжӑна ҫыру кайса памалла. Мӗн тумалла? Ҫапла вара хамран аслӑ ҫынсем, хам хисеплекеннисем, ҫав япала киревсӗр тесе калаҫнине эпӗ нихҫан та илтмен. Вӑл Аргентина республикишӗн ҫапӑҫнӑ, ӑна тыткӑна илнӗ, вӑл унтан тарнӑ. «Хам ҫинчен мӗн пӗлнине эпӗ хамах пӗлетӗп», — тенӗ те калаҫма чарӑннӑ. Пӗр сехете яхӑн сывлӑшра хура кӗл мӑкӑрланса тӑнӑ. Пӗр сехете яхӑн пирӗн ҫулҫӳренсем пуҫӗсене тулалла кӑларса пӑхма та хӑймасӑр, ялан питӗрӗнсе пурӑнакан ҫынсем пек, ларнӑ. Старик, хӗвне панулми тултарса тӑракан ача патне систермесӗр йӑпшӑнса пырса:— Лекрӗн-и, вӑрӑ! Унӑн ҫав тери пысӑк власть: вӑл пӗр сӑмах каласанах Говэн ирӗклӗх илме тивӗҫет. Хӗс! пусар! Эпӗ пытӑм. Смотрта тата вут-кӑвар линийӗ ҫинче пире, боецсене, ҫапӑҫура ҫирӗп тӑма кирли ҫинчен каларӗ. Ҫапах та Халл капитан ҫӗнӗ кокӑн иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме ӗлкӗрейменшӗн кулянчӗ. Эпӗ стена ҫумӗнче тӳп-тӳрӗ тӑратӑп. Манӑн чӗре мӑлатук пек шаккать, анчах кӑкӑрта шанчӑк ҫуралчӗ. Вӑл, пуҫне пӑркаласа, кулса ячӗ, анчах аллине йӗнер сӑмси ҫинчен илмерӗ. Пӑрҫасем мӗне пӗлтернине хӑй те аран ҫеҫ чухлакаланӑ пек, Макариха куҫхаршийӗсене кӑшт пӗркелентерсе илет, пӑрҫисем ҫине сиввӗн пӑхкалать. — Халь ӗнтӗ ху ӑҫта ҫӳренине каласа пар. Ӑна усӑсӑр туртма юрамасть, тартатӑр. Вӑл хӑйӗн йӗрне арпаштарса пӑтратса пыман, тӳрӗ вӑрман патнелле кайнӑ, ку йӗр — ҫын Польшӑран килнине лайӑхах кӑтартса тӑрать. Хӑйӗн проповечӗн вӗҫӗнче вӑл кӑшкӑрса илчӗ: — Ҫапла ӗнтӗ, — эсир Христоспа-и е Дарвинпа? Эпӗ округри ҫу ҫапакан заводра прессовщик пулса ӗҫлетӗп. Уйсенче, пур ҫӗрте те, тарӑн та кукӑр-макӑр траншейӑсем тӑсӑлаҫҫӗ, сӑрт айккисенче хура шӑтӑклӑ дзотсем мӑкӑрӑлса тӑраҫҫӗ, вӑрмансем хушшинче никам аркатайми надолба линийӗсемпе йӗплӗ пралук картасем тӑсӑлаҫҫӗ, вӑрманӗсенче вара тискер кайӑк та каҫса кӗрейми урлӑ та пирлӗ йывӑҫ йӑвантарса завалсем тунӑ… Эпӗ вӗсем хушнине итлерӗм, самантрах сӑрт ҫинчен антӑм. Дубава Туфтӑпа ыттисене алӑ парса уйрӑлать. Мӗнле шума пултарнӑ-ха вӑл — ниепле те ӑнланаймастӑп эпӗ! — Ӑсат ӗнтӗ ӑна, Сидорыч. Э… э… э… лекрӗн-и, хайхискер! Хӑйне эсӗ нимӗн те ан кала. Ҫав садрах манпа тепӗр тата хӑрушӑрах тамаша пулчӗ. Калӑпӑр, эсӗ мана кӳрентертӗн пулсан, эпӗ сана уншӑн шӑлтан паратӑп, эс уншӑн суд тусан, — паллах, эпӗ айӑплӑ пулатӑп, анчах та малтан кам кӳрентернӗ — эсӗ-ҫке? Пӗр чӗрӗк сехетрен эпир хӑрушӑ тӑшман куҫӗнчен ҫухалтӑмӑр. — Вӑл чӑн-чӑн король! — вӗрентсе калатчӗ вӑл. — Мӗншӗн кунта килнӗ эсир? — ыйтнӑ Фома. Палубӑна тӗплӗн тасатма пуҫларӗҫ, Дик Сэнд порта таса мар, чыссӑр караппа пырса кӗме пултараймасть. Стена ҫумне ҫирӗплетнӗ факел ҫути ҫак хӑрушӑ картинӑна тӗксӗммӗн ҫутатса тӑчӗ. Табак туртнипе сарӑхнӑ мӑйӑхӗсем икӗ еннелле шӑртланса тӑраҫҫӗ. — Тӗрӗс, анчах кашниех пурнӑҫ тӑршшӗпех картиш шӑлмасть, ҫӳп-ҫап пуҫтармасть-ҫке… Ҫав тери лайӑх офицер… — Эпӗ-и тӗрӗс мар калатӑп? — тесе ыйтрӗ ученый. — Анчах эсӗ, мучей, ан янтӑратса ҫӳре! Пӗри ҫеҫ иккӗленмелле мар: тӑшман ниҫта та тарма пултараймасть. Ӑна пӗр стакан шыв пачӗҫ, анчах вӑл ӑна гувернантка пичӗ ҫине чашлаттара пачӗ. — …Лери те шанчӑклӑ, кунта та пур! Марсиансем итлеҫҫӗ те тӗлӗнеҫҫӗ. Мӗн пулнӑ, тесе, эпӗ сиксе тӑтӑм: «Тӑр, тумлан!» тесе кӑшкӑрчӗҫ мана темиҫен. Одинцова Базаровпа калаҫма тытӑнчӗ. Айӑплаканӗ кунта регуляторсен пуҫлӑхӗ пулнӑ. Арестленӗ икӗ ҫынӗсӗр пуҫне, пӗтӗм халӑх ушкӑнӗ суд заседателӗсем вырӑнне пулнӑ. Ӑна сӑнасах тӑракан опытлӑ кит тытакансен шучӗпе, вӑл тарма пултарассинчен хӑрамалла мар. Колонна тепӗр ял патнелле ҫул тытрӗ. Темиҫе совет ҫар ҫынни, машина ҫинче кам ларса пынине питӗ пӗлесшӗн пулнине систерсе, Воропаев ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ. Часах вӑл халтан кайрӗ те шӑпланчӗ. — Ҫурт-йӗр тӑвакансене укҫа парса пулӑшаҫҫӗ. Зинаида ӑна хисеплет, анчах ытлашши ирӗк памасть — час-часах ӑна вӑл та ун аллинчен тухайманнине пӗр шеллесе тӑмасӑр астутарать. Эпир вӗсене мӗнле хӑвӑрт тума пултарни ҫинчен ҫеҫ калаҫмалла. Зеб йӗвенне тӑхӑнтартнӑ, йӗнер ҫине сиксе ларнӑ та чӗлпӗрне туртнӑ. Мустангерӑн сӑмахӗсем пӗрмаях ун хӑлхисенче янӑраса тӑнӑ: «Хӑйне эсир йӑвашлатнӑ тесе шутлӗ вӑл, вара яланах эсир мӗн хушнине пӑхӑнса тӑрӗ». Эпир сулхӑнра ларатпӑр, ҫапах та питӗ пӑчӑ. Тӗлӗнмелле тата: ҫак гимнастёрка тӑхӑннӑ, ывӑнчӑк куҫлӑ, хӑй нихҫан та курман хӗр уншӑн малтанхинчен, хӑй пӗлнинчен хаклӑрах пулнӑ. — Пӑх-ха: варринчи пысӑк карапа палласа илетӗн-и? — ыйтрӗ вӑл. Эпӗ пӗлсех тӑраттӑм вӑл ҫилхӑван иккенне, ун ҫине шанма та ҫук… хӗрхенмелле вара, чӑнах, ырӑ ятпа мар тӗп тӑвать вӑл хӑйне… урӑхла тата мӑйӗ те ҫук унӑн. — Шӑнса пӑсӑлатӑн, Изот, — терӗ Ромаҫ. Калӑпӑр, комета ҫул ҫинче астероидпа тӗл пулать, ун чух вӗсем пӗр-пӗринпе ҫапӑнаҫҫӗ те саланса кайма пултараҫҫӗ. Вӑл ахӑлтатсах ман пата чупса пычӗ, ун хыҫҫӑн алӑк патӗнче тулли кӑна ҫӳлӗ шурӑ сӑнлӑ майра курӑнчӗ, йӑнӑшмастӑп пулсан, тахҫан ӑна Кирен тесе чӗнетчӗҫ пулас. Вӑл ҫурри таран ҫӗкленчӗ те хӑйӗн ҫинҫе урисене хутлатса ларчӗ. Анчах урапи ӑна тата ытларах шӑнтса лӑпчӑтать пек, тата темӗскер сасартӑк шӑк-шак! тутарса илет пек, вара Миките йӑлтах вӑранса каять те пурне те астуса илет. — Курӑнать ҫав, вӗсен ӑнланулӑхӗ колхозпа пурӑнмалӑхах ӳссе ҫитеймен! — Апла эсир ӗлкӗрейместӗр ӗнтӗ, — терӗ Джемма, — юлӑр… эпӗ татах вулатӑп акӑ. Хӑш чухне Софья хуллен, анчах илемлӗн пӗлӗт ҫинчен, юрату ҫинчен калакан темле ҫӗнӗ юрӑсем юрларӗ е сасартӑк хирпе вӑрман ҫинчен, Атӑл ҫинчен сӑвӑсем калама тытӑнчӗ, амӑшӗ ӑна ӑшшӑн кулса итлерӗ, сӑвӑ юхӑмне парӑнса, ирӗксӗрех унӑн ҫеммипе пуҫне сулкаласа пычӗ. Вӗсен пур йӑлисем те ҫӗрле ҫӳрекен тискер кайӑксенни пек пулнӑ, Вандеецсен ҫапӑҫури меслечӗ вӑл — яланах ӑнсӑртран тапӑнасси. Уншан пулсан — ҫын хевти, ҫан-ҫурӑмӗ… пурте типтерлӗ пултӑр! Фактсене лайӑххӑн тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн кӑна суд приговорӗсене йышӑнмалла текен ҫын вӑл — хӑрушӑ софист е граждански судпа ҫар сучӗн тискер тӑшманӗ. Тургран га кичем ҫурт-йӗр урӑх ҫук тесен те юрать. Пӗччен ҫапӑҫса пурӑнӑҫа ҫавӑрса хума ҫук. Сарӑрах питлӗ, ҫӳлӗ, ҫинҫе Крамер, пӑлханса ӳкнипе, ӳсӗре пуҫларӗ. Ҫурчӗ те, никӗсӗ те ҫук. — Аҫупа пӗрле пурӑнатӑн-и е пӗччен-и? Перу ҫав тери илемлӗ ҫӗршыв тесе каларӑм ӗнтӗ эпӗ, анчах вӑл, ман пек нимӗнсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсемшӗн, пит ырах та мар. Мӗн-ха вӑл лайӑххи? — Вуниккӗ. Вӗсене ҫӗр ҫеҫ кирлӗ — вӗсем ӑна ҫаратса пӗтерӗччӗҫ, йӑлтах таткаласа тӑкӗччӗҫ! — Тасине-и е шывпа хутӑш-и? — Вӑл кӑнтӑрлахи апат ҫимест, — терӗм. Вӗсем васкаса фургон патӗнчен офицерсен пӳрчӗсем патнелле, унтан тата каллех фургон патнелле утнӑ. Турӑш кӗтессинче, кӑчкӑ тата гробницӑпа пӗрле Агнешкӑн тӗрлӗ курӑксем, курӑк тымарӗсем тултарнӑ хутаҫҫи упранса тӑнӑ, ҫав имҫамсемпе вӑл упӑшкине тата ялти арҫынсемпе хӗрарӑмсене тӗрлӗ чирсенчен сыватнӑ. Пирога ҫыран хӗрне чарӑннӑ самантра Геркулес, вӑйлӑн сиксе, ҫыран хӗрне тухрӗ. Вӗренӳрен пушӑ сайра самантсенче вӑл пӗрмаях ватӑ Том, Бат, Актеонпа Остин ҫинчен шухӑшларӗ. Унӑн аякри ҫыранӗ нӳрлӗ сӗм тӗттӗмлӗхре путать. — Эсӗ, мӗн… мӗн… — тесе сӑмах хушрӗ кӗтмен ҫӗртенех Стёпушка, анчах, пӑтранса кайрӗ те, лӑпланса чӳлмек ӑшӗнче чаваланма тытӑнчӗ. — Сывӑ-и, Лукашка! — Эсӗ тӗрӗс калатӑн. Вӑкӑр пӑява пырса лекетчех! Ну, тавтапуҫ турра, халӗ пурте йӗркеллӗ те тап-таса пулса тухрӗ. Михаил Александрович ҫамрӑкрах чух хӑй те пысӑк ӗҫсем, халӑх валли ырӑ ӗҫсем тӑвас ӗмӗтпе пурӑннӑ-мӗн. Ҫавӑнпа та пысӑкрах вӗҫӗнчен эпир унӑн ҫӳллӗ курпунӗпе унӑн пысӑк пуҫне тӑвӑпӑр, — тесе ӑнлантарнӑ старик. Вӑл хӑйӗн чӗрине ҫук япаласемпе кӑлӑхах ыраттарать — Артур вилнӗ! Назанский ҫав-ҫавах пӳлӗм тӑрӑх утрӗ, стенасемлӗ кӗтессене каланӑ евӗр, Ромашов ҫине пӑхмасӑрах калаҫрӗ: — Питӗ тӗркӗшӳллӗн, ула-чӑлан та ҫав тери сарӑмсӑррӑн чупать кунашкал сехетсенче шухӑш. Кунти хӳме ҫине те ҫӑлтӑр ӳкерсе хунӑ-мӗн. Анчах унӑн тӳрӗ те ҫутӑ пайӑркисем тавра хура сӑрпа йӗрлесе ҫаврӑннӑ. Ун пек хӗрарӑмран аяккарах пулни лайӑхрах. Вӑл хӑй валли вырӑн тупаймасӑр, мӗнле ларсан, мӗнле тӑрсан лайӑхраххине пӗлеймесӗр асапланчӗ, ырӑ шухӑшсем ытла нумай капланса килнинчен ывӑнас мар тесен мӗн тумаллине те пӗлеймерӗ. Сывлӑха пултӑр! Анчах ирччен тухма юрамасть пӳлӗмрен — йӗрки ҫавӑн пек. Ну, ку япала старике килӗшрӗ, вӑл ӑна юлашкинчен пӑхмасӑр калама вӗренсе ҫитрӗ те чиперех вулама тытӑнчӗ. Ҫакна асӑрхасан, Половцев кӑшт кулса илчӗ. — Питӗ аван! — Мӗскер-тӗр ӗнтӗ кирли пурччӗ… Э, акӑ мӗншӗн. Ӗлӗкхи вӑхӑтра та, малтанхи хуҫи хӑй патне вырӑнти гидальгосене пухнӑ чух, кунта, ҫак каҫхи пек, пит илемлӗ хӗрарӑмсем тата пит паттӑр арҫынсем пулман. — Сӑмах та ҫук. Хӑйне темле сӑнакан пек кӑтартнӑшӑн вӑл хур аҫине, паллах, лекет. Капитан, пӗр минут пек шухӑшланӑ хыҫҫӑн, ҫапла хушса хучӗ: — Тепӗр пилӗк уйӑхран эпир Парижра пулатпӑр. Варя ун хыҫҫӑн утрӗ, унтан танлашрӗ те юнашар пычӗ. Ещӗк тӗпне ҫапнӑ йывӑр тимӗр шинисем ешӗке ӳкнӗ чух тӳрӗ тытса ҫаврӑнса кайма тата шыв ҫине ӳкнӗ чух арканса кайма паман. Таможня ҫурчӗ патне ҫитсен хуланалла пӑрӑнчӗҫ. Ҫулӗ вӑрӑм пулчӗ те, вӗсем темиҫе хутчен те лара-лара канчӗҫ, ҫапла вара тата виҫӗ сехетрен тин ҫитрӗҫ. — Мана ӗҫлекен мӗн тума кирлӗ? Гусев кӑххӑмлатрӗ те татах ҫывхарчӗ. Кайран сана каласа парӑп-ха. — Халӑхӗ, чӑнахах та, ытлашшипех таврӑнать-мӗн, — терӗ Гальцин, хайхи икӗ пӑшал ҫӗкленӗ вӑрӑм салтаках чарса тӑратса. — Бюро татса парӗ, — калаҫасшӑн мар пулса хуравларӗ лешӗ. Е вӗсем мана асаплантарма тытӑнсан, эпӗ чӑтса тӑраймӑп, карапа ӑҫта пытарни ҫинчен сӑмах персе ярӑп. Манӑн ӗҫ ӑнчӗ, доктор, маншӑн шӑп телей килчӗ, эпӗ вара карапа илсе кайрӑм. Вӑл Ҫурҫӗр бухтин кӑнтӑр енчи ҫыранӗ патӗнче тӑрать. — Дисксем! — кӑшкӑрчӗ Андрей. Унӑн планӗ ӑнӑҫлӑн вӗҫленсен, вот пулать те вара ырӑ пурӑнӑҫ!» Ан та шырӑр, шырани кӑлӑхах пулӗ, ҫук кунта ун пеккисем: эсир кунта пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр хӑйсен кулленхи ӗҫне тӑвакан ҫынсене ҫеҫ курма пултаратӑр, ҫавӑнпа ӗнтӗ, эсир хӑвӑра хӑвӑр, кунта килсе кӗриччен ытлашшипех хавасланнӑшӑн, тен, кӑштах ятласа та илӗр, тен, эсир, Севастополе хӳтӗлекенсен геройла ӗҫӗсем ҫинчен темӗн те пӗр илтнӗскер, хӑвӑр илтнӗ сӑмахсем тӗрӗсех мар пулӗ тесе, кӑштах иккӗленме те пӑхӑр; тен, сирӗн, Ҫурҫӗр енче пӑшал пенисене илтнӗскерӗн, геройла ӗҫсем ҫине кӑшт урӑхларах пӑхас кӑмӑл та хускалма пултарӗ. Енчен Магеллан хӑйӗн ҫурӑк парӑслӑ та хӑлтӑр-халтӑр карапӗсемпе ҫав калама ҫук аслӑ океан урлӑ каҫма мӗн тери йывӑррине малтан пӗлнӗ пулсан, ҫав хӑрушӑ ӗҫе тытӑннӑ пулӗччӗ-ши вӑл, — калама хӗн. Анчах вӑл хӑйӗн ҫитес ҫулӗ пит инҫе пуласса пӗлмен. Магеллан ҫул ҫӳреме тухиччен Ҫӗр чӑмӑрӗ мӗнле пысӑккине никам та пӗлмен. Кӑшт аяккарах ҫакнашкалах тата темиҫе ҫуна ҫинчен вутӑ пушатаҫҫӗ. — Петӗр лаша кӳлӗ те пӑрӑнмалли ҫӗре ҫитиччен ӑсатса ярӗ, — тенӗ. Эс ӗҫле, ытларах ӗҫле, эпӗ сан ӗҫӳпе укҫа пухӑп та хамӑн еркӗне каҫхине тула тухмалли ылтӑн чӳлмек парнелесе парӑп. — Кӑтарт-ха! Хӑшпӗр ҫӗрте вӗсене катаран курсанах хӑваласа ячӗҫ; тепӗр ҫӗрте шарманкӑн хӑйӑлти те пӑсӑк сассине илтнӗ-илтменех ҫиленсе, вӗсем ҫине балкон ҫинченех аллисемпе сулчӗҫ; виҫҫӗмӗшӗнче тарҫисем «господасем килмен-ха» тесе пӗлтерчӗҫ. Юлашкинчен, пирӗн хресченсен хуҫалӑх никӗсӗ уйрӑм харпӑрлӑх мар, коллективлӑ ӗҫ никӗсӗ ҫинче ӳссе ҫитӗннӗ коллективлӑ харпӑрлӑх пулать. Учитель ман ҫине виҫӗ минута яхӑн пӑхса ларчӗ, сасартӑк сӑн-пичӗ улшӑнчӗ те ҫав вӑхӑтра пӳлӗме кӗнӗ Володьӑна:— Мана тетрадь парӑр-ха: баллсем лартам, — терӗ салхуллӑ сасӑпа. — Ку вӑл, йӗкӗт, ман айӑп мар ӗнтӗ, санӑн. — Анчах мӗнле тӑвӑпӑр-ха эпир ӑна? Семаки ялӗнче ҫак ятарласа янӑ ҫын Филатов отрячӗ ҫине пырса тухнӑ та, вӑл вара хӑйӗн ҫыннисемпе вӗрҫӗнӗ йӗр ҫине ыткӑнтарса ҫитнӗ. Пӗчӗк ачалла ан калаҫ, Ермаченко юлташ… Беранжене вуласан, манӑн ним чарусӑр савӑнас, ашкӑнас пур ҫынсене те чӑрсӑр, вичкӗн сӑмахсем калас килекен пулса карӗ, эпӗ вара, кӗске срокрах, ҫав енчен пит те ӑнӑҫтарма пултартӑм. Кайран Берсенев унӑн ӗҫӗ ҫинчен сӑмах тапратса: мӗн те пулин кӑтартмӑн-и? тесе ыйтрӗ. Пӗрре эпӗ ӑна:— Эсир те улталатӑр вӗт мужиксене! — тесе аса илтерме хӑйрӑм. Воропаев кровать ҫинче ҫӗкленчӗ. Сан каҫхи вырӑну ҫийӗн смарагд ҫакса хурӑп эпӗ, хӳхӗмскерӗм: ан тив, ухмахла тӗлӗксене хӑвалатӑр вӑл санран, чӗрӳ таппине лӑплантартӑр та тӗксӗм шухӑшсене сирсе ятӑр. — Вӑл ӑнсӑртран ҫеҫ пулчӗ е, тӗрӗсрех каласан, ҫавӑ хам сыхланманнипех пулчӗ. — Хӑйне ӳсӗр пек тыткаларӗ ҫав вӑл. Халӗ ӗнтӗ нимӗн те тӑваймӑн. Енчен эсӗ айӑплӑ пулсан, вӑл санӑн хуҫу пулса тӑрать, эсӗ вара ун чухне вӑл мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тӑвӑн. Хусанта пристаньте эпӗ пилӗк пуса «Пӗр салтак Петр Великие епле ҫӑлни ҫинчен каланӑ халлапа» илтӗм, анчах ҫав тапхӑрта повӑр ӳсӗрччӗ, ҫиленнӗччӗ, эпӗ ӑна парнене пама хӑяймарӑм, малтан «Халлапа» хам вуласа тухрӑм. — Калать ҫав! Аким уездран салхуллӑ таврӑнчӗ. — Мӗн чухлӗ? — ыйтрӗ Яков. Эпӗ эсир мӗнлерех хӑравҫине пӗлетӗп-ҫке-ха. Анфисушка ӑна нимӗн калама пултараймасть. Тимофеич Одинцова патне тухса кайрӗ. Ҫӗр каҫасси Базаровшӑн лайӑх пулмарӗ… Ӑна хаяр вӗри асаплантарчӗ. Эмильпе пӗрле виҫҫӗмӗш трактирта кӑнтӑрлахи апата лайӑх ҫиме кансӗрлемест, ун пуҫӗнче сайра хутра ҫеҫ, пӗр шухӑш, кӗске ҫиҫӗм пек, ялкӑшса илет — кам та пулин пӗлнӗ пулсассӑн тӗнчере??!! Пӳртум патӗнче ҫынсем те, йывӑҫсем те, мӗлкесем те ҫук, вӗри сывлӑша пула ялӗ вилсе хытса ларнӑнах туйӑнать. Кусем — хулана ыткӑнса кӗнӗ хӗрлисен малти ушкӑнӗсем. Серёжӑна савӑнӑҫ ҫавӑрса илчӗ. Том ялан ҫапла. Филипп ытарлӑн куҫ хӗсрӗ. «Пулнӑ. Халӗ пӑх-ха, ӗҫсем мӗнлерех. Совет интеллигенцин 80–90 проценчӗ вӑл — рабочи класпа хресченсем хушшинчен тата ӗҫ ҫыннисен ытти сийӗсенчен тухнӑ ҫынсем. — Ҫапла ӗнтӗ, лару-тӑру ҫакӑн пек. Сасартӑк ялти шӑплӑхра уйрӑммӑнах паллӑ рессорлӑ тӑрантас шӑлтӑртатни илтӗнсе кайрӗ. — Питӗ аван. Эпир хальхинче мӗн ҫырса пӗлтерни — калама ҫук пысӑк «вӑрттӑнлӑх»; ӑна пуп пӗлет те, пӗтӗм ял пӗлет, тата пӗртен пӗр эсӗ пӗлетӗн. Тен, хуторта е хутор тулашӗнче ҫав Половцева е палламан шанчӑксӑр ҫынсенчен кама та пулса тӗл те пулӑпӑр. — Пӗлместӗп. Ҫӗтӗк-ҫатӑк, вараланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑнса ҫӳренӗ, пурне те куҫран пӑхса темле йытӑ куллипе кулнӑ, Артамонова курсан вара, аякранах пуҫ тайнӑ, хур мӑйӗ пек мӑйне кукӑртса, пуҫне кӑкӑрӗ ҫине уснӑ. — Чимӗр-ха! — хулӑн сасӑпа мӑкӑртатрӗ хохол. Ҫаплах хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Хуҫа хӗрелсе карӗ, урисемпе кӑштӑртатма тапратрӗ те тухтӑра темскер хуллен калама пуҫларӗ, лешӗ унӑн пуҫӗ урлӑ пӑхса: «Пултараймастӑп. Ҫыран ҫине тухсан, эпӗ таможня чиновникӗсене Лаггнегг королӗ Япони императорӗ валли ҫырса панӑ хута кӑтартрӑм. Робинзон тирӗкре темскер пӑтратрӗ те Егорушка патне пырса пӑшӑлтатрӗ: — Ломоносов, ҫывӑрмастӑн-и? Трактир хуҫи хӗрӳллӗн те хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫамрӑккисем мӗскер пултараҫҫӗ? — Эсӗ тӗрӗс те каланӑ пек туйӑнать, — терӗ Юргин Андрее. Утравсем ҫинче пурӑнакансем, 1864 ҫулхи июнӗн 30-мӗшӗнче кӑтартнӑ тӑрӑх, ҫӗр сакарвунӑ пин те виҫҫӗр хӗрӗх ултӑ ҫынна ҫитет. — Сирӗн преосвященство, — терӗ вӑл, — ҫав ҫын пирки манӑн тата манӑн помощниксен мӗн чухлӗ хурлӑх тӳсмелле пулнине пӗлсен, эсир ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ пулӑттӑр. Ҫавӑн пек чухне Никита ҫӑмӑллӑнах хӑйне телейлӗ ҫын пулма май паракан тӗрлӗрен ӗҫсем шухӑшласа кӑларнӑ: акӑ вӑл питӗ пуян мул тупать те ӑна Петра парать, Петр ӑна уншӑн Натальйӑна парать. — Ҫапла, сэр, — терӗ Гаукинс. Ак Мускава тухса шутарӗ те, ятне кӑна асӑнса пурӑнӑн». Чаплӑ япала! Ҫав чахоткӑллӑ Яков, гитарист, Библие питӗ лайӑх пӗлекенскер, ӑна турӑ ҫукки ҫинчен ҫав тери хӗрӳллӗн, ҫине тӑрса калаҫнипе тӗлӗнтерчӗ. — Ну, Грушницкий шӑллӑм, шел тивертейменшӗн! — терӗ капитан. Вӑл хулпуҫҫийӗсене сӳрӗкреххӗн турткалантарса илчӗ. Вӑрӑм тумтирпе епле пулсан та ҫын путатех. Вӗсене кунта ҫӳренӗшӗн хытӑ хӗсӗрлеҫҫӗ. — Манӑн тата иккӗ пур, ил… — терӗ те Огнянов, револьверне ҫавӑнтах Соколова пачӗ. Акӑ мӗскер. Носков вырӑнне сирӗншӗн ун пекех усӑллӑ ҫын тупас пулать. Епле хӑрас мар сирӗн? Ун пек чухне Аргентинӑра ҫӗнӗрен ӳстернӗ ӑрусем аван, вӗсем ытти вырӑнсенчи мулсенчен нумай енчен ҫӳллӗрех тараҫҫӗ. Арҫынсем, хӗрарӑмсем Синопа тавра пухӑннӑ. Амӑшӗ ӑна курӑк ҫине лартса вӑл аманнипе аманманнине пӗличченех нумайччен аллипе хыпашласа пӑхнӑ. — Сире мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл манран. — Манӑн кофе ӗҫес килмест, Апельсинчик, — терӗ Яков пирусӑн ҫӑра тӗтӗмӗ витӗр; — Пӗр сӑмахпа каласан, эпир пурте тӑхӑнса пӑхрӑмӑр, — терӗ те Саня, кулса ячӗ. Ҫынсенчен пӑшал, патак, чул тунӑ та: ку — государство, теҫҫӗ. Атте мана ҫав сӑвӑпа сӑмсаран тӗкӗ те: «Путсӗр ача, ан маннӑ пул аннӳне… акӑ сана ҫавӑншӑн!» — тесе каласса кӗтнӗччӗ; анчах пачах та урӑхла пулса тухрӗ, сӑвва вуласа тухсан, кукамай: «Charmant!» тесе мана ҫамкаран чуптуса илчӗ. Тӳпере вунӑ фут сарлакӑш ҫунатлӑ капмар альбатроссем ярӑнаҫҫӗ. Унтан вӗсем шыв ҫине лараҫҫӗ те сӑмсисене шыва чике-чике апат шыраҫҫӗ. Пирӗн йӑхри пӗтӗм ҫамрӑксем лагерьтен тухса кайса темиҫе кун, темиҫе ҫӗр чаплӑ тӗлӗк курасшӑн типӗ тытаҫҫӗ. Тӗлӗкре вӗсем патне пӗр-пӗр чӗрчун пырса яланах вӗсене сыхлама тата вӗсен тӗрӗс юлташӗ пулма сӑмах парать. Ҫавӑн пек тӗлӗкре пыракан чӗрчунсене эпир вӑрттӑн пулӑшакан тетпӗр. Этемлӗх умӗнче тӑватҫӗр ҫул хушши тӑракан задачӑна пурнӑҫланӑ ҫынсем — унӑн ҫыннисем. Анчах унӑн сӑмахӗсем вӑрӑ-хурахсене хӑюлӑх параймарӗҫ. Вуҫех урӑхла, пирӗшти ҫине ҫакнашкал хисеплемесӗр пӑхни вӗсен сехӗрленӗвне тата хытӑ ӳстерсе ячӗ. Ҫак сасӑсем аманнӑ ҫыншӑн чӑн сасӑсем пек те мар, ахаль илтӗннӗ пекрех туйӑнса кайнӑ. Вӗсем тухса кайрӗҫ, эпир Вальӑпа иксӗмӗрех юлтӑмӑр. Том хӑлхине хушӑк тӗлне тытса итлерӗ, — чылайччен итлесе тӑчӗ вӑл, тулта ҫаплах утаҫҫӗ, анчах юлашкинчен вӑл пире чавсипе тӗртрӗ те, эпир сарайран хӑвӑрт тухрӑмӑр; сывламасӑр, пӗшкӗнсе, пӗр сас кӑлармасӑр, индеецсем пек умлӑн-хыҫлӑн хӳме патнелле йӑпшӑнса пытӑмӑр, унта чиперех ҫитрӗмӗр, Джимпа иксӗмӗр хӳме урлӑ та йӗркеллех каҫрӑмӑр. Томӑн йӗм пӗҫҫи ҫӳлти вӗрлӗк ҫинчи чӗлпӗкрен ҫакланса ларнӑ, илтет — ҫывхараҫҫӗ; пӗррех туртӑнать те вӑл — чӗлпӗк ҫатӑртатса хуҫӑлса каять, Том вара сиксе анса пирӗн хыҫҫӑн чупать. — Кам унта? Такҫан ӗлӗк сӗм вӑрмана вутпа та пуртӑпа ҫӗнтерсе, вӑрмантан ҫак ҫӗр татӑкне туртса илнӗ. Ҫӑра хурӑнлӑхран ҫул пӗр пӗчӗк ҫырма патне пырса тухрӗ. — Акӑ мӗн: иртнӗ каҫ, ҫӗрле, пилӗк негр тухса тарнӑ, авӑ ҫавӑнтан, шыв кукринчен ҫӳлерехрен. Хӑй раснах уйрӑм положенире пулнӑ, чӑннипе никама пӑхӑнса пурӑнман пирки, Хорь манпа нумай япаласем ҫинчен калаҫрӗ; тепринчен вӑл сӑмахсене рычагпа та хирсе кӑлараймӑн, ҫынсем каланӑ пек, арман чулӗпе те авӑртса кӑлараймӑн. Клубсем, ҫарӑн та, граждански те, чи мӗскӗн, чи юхӑнчӑк сӑн-питлӗ, ҫавӑнпа вокзал ниҫта канлӗх тупайман аптӑрашкисемшӗн час-часах йӑпанса айкканмалли те силленсе чӳхенмелли пӗртен-пӗр вырӑн пулса тӑрать, кунта тата картла выляма та май пур. Нимрен ытла ӑна тӗрлӗ кӑпшанкӑсем, вӗсенчен те ытларах лӗпӗшсем кӑмӑла каяҫҫӗ, вӑл вӗсен ӳкерчӗкӗсене тӗлӗнсе пӑхса, кӑмӑллӑн калаҫать: — Епле илем, Николай Иванович, э? Пӑшалсене пеме хатӗр тытрӗҫ, жандармсенчен куҫ илмеҫҫӗ, лешсем ҫулпа лӑпкӑнах килеҫҫӗ, ушкӑн патне ҫывхара та пуҫларӗҫ. — Маттур! Чӑпаррисене те, хурисене те, улисене те. — Уэлдон миссис, — вӗҫлерӗ Негоро, — лайӑх шутласа пӑхӑр ман сӗнӳ пирки. Нимӗн те сана пӑшӑрхантармасть! Пирӗн ҫине — ихӑсем пек, тахҫанхи ӗмӗрсем сиксе ӳкчӗр те таптаччӑр-кӑшлаччӑр. Ҫӗр… Тӑмсай! Ыйтаҫҫӗ те, тавӑрса калассине кӗтмесӗрех хӑйсем калама тытӑнаҫҫӗ. Ултӑ сехетре манӑн каймалла… Унӑн сассийӗ ҫав тери янӑратчӗ, чӳречисенчи кантӑк куҫӗсем те чӗтретчӗҫ, — ҫавӑ ҫынсене пит килӗшетчӗ, вӗсем прокурора мухтаса таратчӗҫ: — Хытӑ ҫаптарать, ҫӑмламас йытӑ! — тетчӗҫ. Вӑл каясшӑн та пулнӑ, анчах ун Любӑна тетӗшӗ ҫинчен мӗн те пулсан кӳренмелли калас килнӗ, — вӑл Тарас пӳлӗмрен тухассине ҫеҫ кӗтсе ларнӑ. Хамӑра кӳнӗ мӗнпур хурлӑхшӑн хаяррӑн та пӗр хӗрхенсе тӑмасӑр тавӑртӑмӑр эпир тӑшмана — пирӗн ҫине хӗҫпӑшал ҫӗклекенсемшӗн ҫакӑ урок пулса тӑтӑр. Вӑл хӑйӗн ирхи хӑнисене — хурал куриччен тавернӑна йӑпшӑнса тухса килнӗ пӗр виҫ-тӑватӑ салтака ӗҫмелли лартса панӑ. «Мӗн калаҫҫӗ?» Вӑл вӗт пирӗн мӑй ҫинчи мӑйкӑҫа тата хытӑрах туртса лартать, пире тата ҫирӗпрех ҫыхса хурать. Эпӗ ӑна хам апат ҫитерӗп. Эсӗ-и?.. Вӑл алчӑранӑ куҫӗсемпе пысӑк та ҫутӑ пӳлӗмӗн стенисемпе кӗтессисене курать. Вӑл каллех креслӑна вырнаҫса ларчӗ. Пурӑнӑҫна усӑллӑ ту. Банник, Макар тухса кайни ҫинчен ирех илтнӗскер, ҫапла каласа хунӑччӗ: — Нагульновӑн каялла таврӑнасси пулас ҫук! Вӑл хӑйӗн мӑнтӑр чӗркуҫҫине аллипе ҫапа-ҫапа, малалла ӳпӗне-ӳпӗне илчӗ. Вӑл ытла та чӑнласа кулнипе, Разметнов ун ҫине хӑй тӗлӗннине пытармасӑр пӑхрӗ. Пӗлес тетӗн пулсан, пӗтӗм хуторшӑн уҫӑмлӑ! — Мӗншӗн? Люба та ӗнтӗ чылаях вӑрӑм кӗпе тӑхӑнма пуҫларӗ, ҫавӑнпа унӑн хур урисем курӑнманпа пӗрех, анчах ӗлӗкхи пекех йӗре. Малалла, Гарри! Эпӗ ҫутӑлсан вӑрантӑм, вӑл сан патӑнта, аллисемпе чӗркуҫҫине пӑчӑртаса ларать, чӗлӗм туртать. Куҫӗсем хӗрарӑмӑн чӑрсӑр-кӑвак, вӗсем ҫине пӑхма та именмелле. Мӗнле пулӗ-ши ӗнтӗ колхозра? «Пӗр шухӑшласа пӑхсан, пур ҫыннӑн та тӗрӗсмарлӑхсем чылаях-ха. Вӑл пӗкӗрӗлсе Синопӑна хӑй аллине илнӗ, унтан лаша ҫине утланса хӑй умне лартнӑ. — Ӑраскалӗ манӑн ачана инкекрен хӑтарать, — тенӗ вӑл. — Ара… Лось пуҫне ҫӗклерӗ, унӑн шурӑ ҫӳҫӗ кӑн-кӑваккӑн чӗвенленнӗ, куҫӗсем сарлакан чарӑлнӑ; ку — вилӗм умӗнхилле сехӗрленӳ. Василий Иванович нихҫанхинчен ытларах чупса ҫӳрерӗ; вӑл хӑйне хӑй хытарчӗ, хыттӑн калаҫма, урисемпе кӗмсӗртеттерме тӑрӑшрӗ, ҫапах та унӑн сӑн-пичӗ шӗвӗрӗлсе юлчӗ, куҫӗсем ялан ывӑлӗ енне пӑха-пӑха илчӗҫ. Ҫавӑнпа ҫак хисеплӗ «негоциантсем» пӗр-пӗринпе мӗн калаҫнине Дик Сэнд пач та ӑнланмарӗ. Йӗтӗн евӗр сарӑ ҫӳҫӗ кӑна ӗлӗкхи пекех илемлӗ, тутисем кӑвакарса кайнӑ, питҫӑмартисем путса кӗнӗ, путса аннӑ куҫӗсем айне тӗксӗм сӑн ҫапнӑ. Яланхи пурнӑҫра Матвей Юргин васкаман, салху та сивӗрех ҫын пулнӑ, анчах хӑй нихҫан та ҫынсенчен пӑрӑнса ҫӳремен. Юлашкинчен Разметнов тухса сӑмах каларӗ. Давыдов унран: «Шабаш тӑвиччен миҫене ҫитертӗн?» — тесе ыйтсан, вӑл хӑйӑлтатса илчӗ: — «Пӗр теҫеттин ҫурӑна пӗр ҫаврӑм ҫитеймерӗ. Нильс чирлӗ. Чирлемесен кун пек хӑтланмӗччӗ вӑл. Ҫул ҫине тухмалла та ӑна кӗтсе тӑмалла. Тен, ӑна лайӑхрах кӗтсе илӗҫ». Анчах чӑнласа ҫапла пултӑр тесен, Мюльредин хӑйне хушнӑ хӑрушӑ ӗҫне ӑнӑҫлӑн тумалла пулать. Темӗнле куҫа курӑнман, пӗр-пӗрне ӑнланса илеймен хӳме сасартӑк ҫӗкленсе ларса, вӗсене икӗ енне уйӑрса янӑн туйӑннӑ. Эх, тӑвӑл пирӗн сулла, хӗвеланӑҫнелле илсе кайнӑ пулсан, Германи айӗнчен, хам ҫуралса ӳснӗ Гамбург хули айӗнчен, хамӑн чӗремри чи хаклӑ чун савни пурӑнакан урам айӗнчен иртсе кайнӑ пулӑттӑм. — Кӑштах тӑхтам-ха, куркаласа ҫӳрем, — сӑмаха ытлашши ямасӑр ответлерӗ Воропаев. — Сводкӑна илтмерӗр-и? — ыйтрӗ вӑл. — Ку пирӗн ӗҫ мар вара… Кашӑкӗсемпе вилкисем те ҫавӑн майлах пысӑкчӗ. Ҫавра ҫил, пысӑк кайӑксен ушкӑнӗ пек, аяккалла вӗҫсе кайрӗ… Ҫак ӗҫне вӗҫлесен, вӑл, пуҫне е сулахаялла, е сылтӑмалла тайӑлтарса та куҫӗсене хӗскелесе, пӗр хушӑ унпа ним шарлами йӑпанса ларать. — Мӗншӗн чарӑнтӑн? Вӑл пире хирӗҫ сасӑ та панӑ пулӗччӗ. Ара вӗт вӑл хӑйпе пӗрле винтовка-магазинка та, пӗр вунӑ-вунпилӗк патрон та илсе кайрӗ. «Эп чикмен вӗсене» — тетӗп. Ҫав ҫутӑсен чӗтренчӗк кӑвак йӑлтӑравӗ нумай хутлӑ ҫӳртсем ҫинче, сас-чӗвӗсӗр ҫунакан калама ҫук пысӑк пушар пек ялкӑшса тӑрать, ҫӗрле ҫутатакан уйӑхпа ҫӑлтӑрсен кирлӗ мар ҫутине тӗксӗмлетсе, хупласах хурать. — Хм, сирӗн ӑна курас килет-и? Хӗрарӑм, икӗ чунӑн ҫул кӑтартуҫи, тимӗртен чулпа ҫап. Маншӑн тӑрӑшассине пӗтӗмпех Глюмдальклич ҫине хучӗҫ. Король майри патша ҫуртӗнчи столяра мана валли кӗрсе выртса ҫывӑрмалли ещӗк тума хушрӗ. — Ҫӗклерӗмӗр? — ыйтнӑ Фома, киревсӗр йывӑр япалана курса тӑрса, нимӗн калама пӗлмесӗр, тата ҫак вӑраланчӑк халтӑр-халтӑра шывран туртса кӑларассишӗн кӑна хӑй ҫав тери пӗтӗм чунӗпе вӗресе, савӑнса кайнишӗн кӳренсе… Петрушов прапорщикпе Антонов поручикрен т. ыт. те чӗререн ыйтса пӑхӑр-ха вӑт, вӗсенчен кашниех, хӑйне кура, пӗчӗк Наполеон, кашниех пӗчӗк тискер, пӗрер ҫӑлтӑр та пулин ытларах илес тесе, е хӑй шалувӗн виҫҫӗмӗш пайне те пулин хушса пачӗрччӗ тесе, вӗсенчен кашниех халь тесен халь ҫапӑҫу пуҫарса яма, ҫӗршер ҫынна вӗлерме хатӗр. Анчах Дик американеца чикнӗ хыҫҫӑн ҫӑвар та уҫмарӗ. Унӑн пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗрсе аптратма пуҫларӗ: ӑна хӑйӗн пӗр патрун пулма кирлӗ пек туйӑнать; патрунӗ пӑшал ӑшӗнче пулмалла, вӑл ӑна асӑрхаймасӑр тӑратса хӑварнӑ пек. Пӳлӗмсенчен ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ утса тухатчӗ, кукамая кӑмӑллӑн пӑхса пуҫ таятчӗ. Вӑл колхоз правленийӗн ҫуртне ҫӗмӗрттерсе чупса кӗчӗ те сывлӑшне аран-аран ҫавӑркаласа, тӳрех Давыдов патне ыткӑнчӗ: — Сывӑ пурӑнатӑр-и, Давыдов юлташ? Наҫилкка ӑшӗнчен ватӑ негр тухрӗ. Ун ҫинчен Ҫӗр ҫинелле Хӗвел ҫутин пӗчӗк пайӗ кӑна ӳксе тӑрать пулин те, ҫак ҫутӑ самаях лайӑх палӑрать. — Пӗлместӗп. Ну, аптрамӑпӑр, ман ун йышши ҫеҫ мар пулнӑ, вырӑн ҫинчех выртма тиврӗ, халӗ куратӑн ав, чӗп-чӗрех. Пӗрре Фома штабс-капитан Чумаковӑн, пӗчӗкҫеҫҫӗ хыткан старикӗн, аллине лекнӗ. — Хисеп пирӗн тӑвана! — терӗ тепри. Ҫак сӑмахсем хастар ҫулҫӳревҫӗсене хавхалантарса ячӗҫ, вара вӗсем, кунӗпе утса ывӑннине пӑхмасӑрах, ҫула тухнӑ чух утнинчен те васкарах утрӗҫ. Вӑл Андрей патнелле ҫывхарнӑҫем ҫывхарсах пырать. — Нумай-и? — татӑклӑн ыйтрӗ карчӑк. Алексей конверт вӗҫне татса илчӗ те тӳрех ҫыру вӗҫне пӑхрӗ. «Чуп тӑватӑп, тӑванӑм. Паян эпӗ килкартинче выляса ҫӳреттӗм. Аппа, Марья Кириловна, чӳрече уҫрӗ те эпӗ чупса пытӑм. Ҫав дневника вуласа, манӑн иртнӗ пурнӑҫ ҫинчен кӑштах та пулин, уйрӑмах юлашки вӑхӑтра эпӗ пӗр хӗрарӑмпа мӗнле ҫӳрени ҫинчен пӗлме пулатчӗ. Ҫӗрле пулин те, ҫак хыпар хӑвӑртах пӗтӗм ялӗпе сарӑлчӗ. Рулевой ӗҫне ҫӑмӑллатас тесе, эпир румпеле тальсемпе кӑкарса хутӑмӑр. Володя тӑнӑ вырӑнта ҫӗре хутланса ӳкнӗ шинель кӗмӗркки анчах курӑнса выртнӑ. Эпир сивӗ кӑмӑлпах уйрӑлтӑмӑр. «Хирӗҫлеме хӑяймастӑп», — хуравларӗ вӑл йӑвашшӑн. Амӑшӗ ҫав тери хӑраса ӳкрӗ, унӑн кӑкри тӑвӑнса ларчӗ. Унтан пассажирсем анчӗҫ, Тимур вара васкама пуҫларӗ. Тем чухлӗ ӑс тата ирӗк хурсан та ҫын ҫапах кӑмӑлӗ киленесси патне ҫитме пултарайманни яланах шел туйӑнатчӗ, — ырӑ ӗҫсем тӑвакан ҫынсем малтанхи страницӑран пуҫласа юлашкине ҫитичченех ун умӗнче, чул юпасем пек, ниҫталла тапранмасӑр тӑраҫҫӗ. — Ҫук, виҫҫӗн, — терӗ Гленарван. Любовь Сергеевна ун патне час-часах кайса ҫӳрет, унпа калаҫать, хӑй ӗҫлесе илнӗ укҫине чухӑнсене валеҫме ӑна парать. — Тӑхтӑр-ха, Леноре фрау, эсир мана ӳпкелетӗр пулас… Вӑл мана паянхи кун йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Паганель ҫапла каларӗ те, хӑйӗн кӗсьинче чакаланма пуҫларӗ. Темиҫе минут хушши ҫине тӑрсах шыранӑ хыҫҫӑн, пӗр лучӑрканнӑ кӗнеке томне туртса кӑларчӗ те, ӑна хӑпартланса кайсах майора тыттарчӗ. А. П. — Эпӗ халех тухса каятӑп, господасем тесе! — кӑшкӑрчӗ те Санин, пуҫне тайса, спальнӑна кӗрсе хӑйӗн хыҫҫӑн алӑка хупса хӑварчӗ. Икӗ миль ытлашшипех кайрӑм терӗ вӑл, вара пӗр пилӗк ҫын сасартӑк унӑн ҫулне пӳлсе лартнӑ. Вӑл койка ҫинчен ҫӗкленчӗ те сӑмахсене уҫҫӑн илтӗнмелле каласа:— Эпӗ чирлӗ мар. Ҫурҫӗр енчен сулхӑн, сивӗ ҫил вӗрет. Старик пичӗ ҫинчен курайманлӑх тарӗ юха-юха анать. Тухтӑр ман ҫине темле тӑрӑхласа-хӗрхенсе пӑхса илчӗ. Кунти ехусем ӑна йӗрӗнтереҫҫӗ пулин те, вӑл вӗсене усал чӗреллӗ пулнишӗн гннейхсене (тискер вӗҫен кайӑксене) хаяр пулнишӗн е шӗвӗр чула хӑйӗн чӗрнине амантнӑшӑн айӑпланӑ евӗрлех айӑплать. Николай Артемьевич, куҫхаршине пӗркелентерсе, хӑйӗн кабинечӗ тӑрӑх ун-кун уткаласа ҫӳрет. Енчен те эсӗ ученӑя тухнӑ хыҫҫӑн, тур ан хуштӑр та ун пек пулма, ҫынсене, вӗсем санран ӑссӑртарах тесе, юратма пӑрахатӑн пулсан, инкек вара сана, инкек! — Куратӑр-и, майор, — терӗ Паганель, — сире хӗрхенетӗп-ха эпӗ, ҫавӑнпа Дюперэ ҫинчен те, Бугенвиль, Фиц-Рой ҫинчен те асӑнмастӑп, Виклюеме ҫинчен те, Шток ҫинчен те… Кӑна эпӗ ывӑл ача валли. Том шуралса кайса пуҫне усрӗ. Фу, шуйттан, мӗнле ирсӗрле хӑтланатӑр ҫак эсир, капитан! — сассине ҫӳлтен ҫӳле хӑпартса пырса, хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ полковник. — Кунашкал тума нихӑҫан та хӑю ҫитернӗ ан пултӑр! Вӑл хӑйӗн авалхи тусӗнчен нимӗн те пытарасшӑн пулман, — вӗсен хушшинче калаҫса татӑлман нимӗнле сӑмах та, нимӗнле вӑрттӑнлӑх та ан пултӑр тенӗ. Тата ҫӗвӗҫ Капель мосье те темӗнле майпа ҫӗнтерӳҫӗн савӑнӑҫлӑ уявне пырса хутшӑнать. — Ҫапла ҫав, — терӗ профессор, ҫав пулла татах пӑхкаласа, — ҫав авалхи пулӑсем пӗртте хальхи пулӑсен евӗрне килменнине эсӗ хӑвах курӑн. Эсӗ ӑнланатӑн-и, эпӗ мӗн ҫинчен калатӑп? Андрей хуторти казаксем, — Марина упӑшкипе пӗр полкра пулнисем, вӑл епле вилнине куракансем — ун ҫинчен мӗн каласа панисене асне илчӗ: рекогносцировкӑра чухне вӑл хӑйсенчен икӗ хут нумайрах хӗрлӗармеецсен разъездне хирӗҫ взводне атакӑна ертсе кайнӑ, лешсем, алӑра тытса пемелли пулемечӗсемпе персе, ҫаксене каялла тартнӑ, тӑватӑ казакне вӗлернӗ, Михаил Пояркова вара, ыттисенчен татса, хӑваласа ҫитме пуҫланӑ. Ман хӗҫпӑшал, ӑна хӗҫпӑшал теме пулать пулсан, — ҫак лассо анчах. — Курмастӑн-им мӗнне? Саша, Фома ҫине куҫхӳрипе пӑхса:— Ав унта тепӗр мӗскӗн макӑрать, — тесе хунӑ. Носилкасем йӑтнипе авӑна-авӑна илсе, ташланӑ пек тӑпӑрт-тӑпӑр пусса, вӗсем пӗр мӑшӑр хыҫҫӑн тепӗр мӑшӑр кочегар трӳмӗ патнелле пыратчӗҫ те: — Силлентер! — тесе уҫҫӑн кӑшкӑрса пӗр ҫур чалӑш вутта хура шӑтӑкалла тӑкса яратчӗҫ. — Лере тухса каяс умӗн вӑл ман пата пычӗ. Унта пурӑнакан ҫынсен ним туйӑмлӑхӗ те ҫук; вӗсем ним ҫине пӑхмасӑр, ним шарламасӑр, ним ҫинчен шухӑшламасӑр утаҫҫӗ. Пӳлӗмсенче вӗсен пурлӑх нумай мар, тепӗр чухне пӗр штоф вырӑс эрехӗ кӑна, ку эрехе вӗсем вӑйлӑ мухмӑр ҫук чухнех кунӗпе сӑрӑхтараҫҫӗ, вӗсен вырсарникун нумай ӗҫсе ҫурҫӗр иртсен тротуара пӗччен йышӑнакан ҫамрӑк нимӗҫ ремесленникӗнни пек мухмӑр пулмасть. Коломнӑра пурнӑҫ ытла та кичем: урамсенче каретӑсем сайра хутра кӑна курӑнкалаҫҫӗ, актёрсем ҫӳрекен карета ҫеҫ шӑплӑха пӑсса чанкӑртаттарса иртет. Ҫынсем яланах ҫуран ҫӳреҫҫӗ; ямшӑк хӑйӗн лаши валли утӑ турттарса час-часах ҫынсӑр иртет. Ав епле хыпарсем халӗ! Воропаев картузне хыврӗ, тарланӑ ҫамкине шӑлса илчӗ. Хуҫа картишне пӑхакан ҫын пӗркенсе хутланса ларнӑ та ҫурт кӗтессине пытаннӑ пек лӑпчӑнать. — Эпӗ кӑна куратӑп, — тавӑрчӗ лешӗ кулса: — вӑл, апла пулсан, хӑй патне кайрӗ-и? Нимӗн те курӑнмасть. Карчӑк ҫав тери ырӑччӗ, вӑл мана яланах: эсӗ ман патӑмра лӑпкӑн вилме пултаратӑн, сана никам та кансӗрлемӗ, тетчӗ. Чугун ҫул ҫине тухмалли ҫула эпир тӑватпӑрах. Сирӗн аслаҫӑр питӗ хисеплӗ ҫынччӗ вара, чӑн-чӑн ҫарҫынниех. Халь акӑ, Катьӑпа пӗрле Застеннӑй урамӗпе, Гоголь урамӗпе иртнӗ хушӑра, ӗлӗк крепостной вал тӑрӑх лӳпперӗн тӑсӑлса выртнӑ урамсем завод корпусӗсем патӗнчи вутлӑ тӗтӗм пӗлӗчӗ пӗрмаях йӑсӑрланса тӑнӑ ҫӗрелле васкавлӑн чупнине куртӑмӑр. — Ну? — терӗ вӑл ӑна урамра: — эсӗ халӗ те вӑл — ой-ой-ой, тесех шутлатӑн-и? — А, дворянин господасем! — терӗ Кузьмичов. Вӑл тата сӗр ҫул пурӑнас пулсан та ҫавӑн пекех тӑрса юлас пек, тӗлӗнмелле тӗрексӗр ҫынсем хушшинче хӑйне ниҫталла пӑрӑнтармасӑр сыхласа усрас пек туйӑнать. Иван Иванович ҫӗкленчӗ те пӑшала енчен енне пӑхкалама тытӑнчӗ, пӑхнӑ май кинемее пӑшалпа шпагӑна типӗтме ҫакнӑшӑн ятласа илме те манмарӗ. Анчах кун ҫинчен ҫитет. Эпӗ Генри Пойндекстере вӗлернӗ тени, ӑна вӑрман чӑтлӑхӗнче персе пӑрахнӑ тени пӗтӗмпех тӗрӗс. Ваҫили Андрейч пуҫне пӗкӗртсе, куҫӗсене пӗчӗклетсе, маяксене пӑхса пынӑ, анчах лаши ҫине шанса, вӑл ӑна пит те тытса пыман. Лаши чӑнах та ҫултан ҫухалман. Унтан сасартӑк малалла туртӑнчӗ, алтарь умӗнче тӑракан причастниксен хушшинче курӑнми те пулчӗ. Вара вӑл хваттер ҫинчен манса кайсах, Марьянка ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, Ванюш патне пырса тӑчӗ. Тепӗр енчи алӑкран ырханкка карчӑк пуҫӗ курӑнчӗ. — Паллах ӗнтӗ. Вӑхӑт пире кӗтмест. Вӑхӑт вӑл хӑвӑрт шӑвать. Морис Джеральд вӑл костюма тӑхӑнса ҫӳреме юратать. Анчах тепӗр минутран палубӑри пассажирсем пурте тӗрлӗ сасӑпа уласа ҫухӑрса ячӗҫ, вара тӑруках хӑрушӑ пулса карӗ. Эпӗ чылайччен ҫывӑрса каяймарӑм, мана Зинаида калавӗ тӗлӗнтерсе ячӗ. — Пӗлес килетчӗ, — терӗ татах Луиза, — эсӗ мана мӗн тума шутлатӑн-ши? — Кам унта? * * * Давыдов будкӑра, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать, анчах ыйхи килмест унӑн. Акӑ! Халӗ вара… Кимӗ тӗпӗнче выртса, вӑл майӗпен кулса ячӗ. — Пит шала ан кӗрер! — тесе хытарса ячӗ вӗсене майор. Мӗне кирлӗ сана ҫав Тимур? Вӑл малтанах хӑйне хӑй: хӑрамалли нимле сӑлтав та ҫук, тесе ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ. Ох, вӑл мана пит ятларӗ-ҫке! Б. хули… кавалери полкӗ вырнаҫнӑранпа ҫав тери улшӑнчӗ. Сирпӗнӳ ӑҫта пулни тӑрӑх пӗтӗмлетме пулать: Соацера инҫетре, хӗвел анӑҫ енче. Документа тӗрлӗ майлӑ ҫавӑркаласа пӑхса вӑхӑтра ӑнсӑртран вӑл та шифр уҫкӑчне тупма пултарӗ. — Мӗншӗн апла калатӑн эсӗ, Спэнглер? Пурте ҫаксем вӗсем сӑлтав ҫеҫ. Турра ӗненекен мужик е улпут (козаксем хӑйсене ҫапла калаҫҫӗ) пӗр-пӗр вырсарникун пуставран ҫӗлетнӗ плащ тӑхӑнса чиркӳве каять-и, е тата, ҫанталӑк япӑх пулсан, хупахалла уттарать-и — мӗнле-ха Солоха патне кӗрсе тухас мар, мӗншӗн-ха хӑймапа ҫуллӑ хуран кукли ҫисе пӑхас мар? Калаҫма та, юрлама та пӗлекен хӗрарӑмпа ӑшӑ пӳртре сӑмах вакласа ларма та меллӗ. — Пит хӑрушӑ-ҫке! — юри хӑранӑ пек пулса каларӗ Луиза. — Мӗн тума кирлӗ мана санӑн шыва кӗмелли? Ыратнипе антӑраса кайнӑ ача пуҫӗ ҫине Прохошкӑн чӑмӑрӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри тачлатаҫҫӗ. Унтан: «Тӗк тӑмасть тата, ҫӗр ҫӑтман!» тесе тӳсеймесӗр каланӑ сӑмахсем илтӗнсе каяҫҫӗ те, ҫавӑн хыҫҫӑнах вара сӗт сунин пӗр тикӗс сасси чӑрлаттарма тытӑнать. Эпӗ вара, музыкӑпа интересленнӗ пек тума тӑрӑшрӑм пулин те, тӑршшӗпех кӗвӗҫсе асаплантӑм. Вӑл картинӑри мӗнпур япалара сисӗнет; кунта пурне те ҫирӗп закон тӑрӑх тунӑ, япалан шалти вӑйне кӑтартнӑ. Япаласен йӗрӗсене пур ҫӗрте те тӗрӗс ӳкернӗ; ку йӗрсене чӑн-чӑн художник кӑна курма пултарать, ҫынсен картинисем ҫине пӑхса ӳкерекен художникӗн ҫав йӗрсем илемсӗр тухаҫҫӗ. Ку чӗлӗхсем те ӗнтӗ… Ҫав хӗрарӑмсем питӗ те кӑмӑллӑ, нумайччен савса тӑма пӗлеҫҫӗ! Паян акӑ, сӑмахран, ҫынсене ӗҫе тухма чарма пултартӑн: эсӗ тӑрӑшнипе ҫур бригада утӑ ҫулмасть. Темӗн пысӑкӑш икӗ пойнтер, Англинчи питӗ аван ӑратлӑ йытӑсен йышшисем, вӑрман хӗрринче выляса ҫӳреҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫывхарса пынипе вӗсем вӑрманалла кӗрсе кайрӗҫ те татах хытӑрах вӗрме пуҫларӗҫ. Кукамай — Мими каланишӗн, Сен-Жером — «пӗрре» паллӑшӑн, атте — пӗчӗкҫӗ ҫӑраҫҫишӗн… ҫаксем пурте, тӑхтаса тӑмасӑр, кӗҫӗрех ман ҫине йӑтӑнса анмалла. Чӗнмесӗр тӑнӑ хушӑра мана вӑл мӗнле сывлани илтӗнет. Кучченеҫ-и? — Каторжниксем ҫывӑхра ҫук пулас. «С. В.» Яланах вӑл ӑҫта та пулин кӗтесре кӗске кӑна чӗлӗмне туртса, пурин ҫине те кӑвак тӗслӗ, лӑпкӑн сӑнакан куҫӗсемпе пӑхса ларатчӗ. Революци ҫумне хутшӑннӑ священникӑн ҫурма ҫул пулма пултараймасть. Анчах ҫил пӗр енчен вӗрнӗ чухне, парӑссене вырнаҫтарса лартнӑ пулсан, карап ҫинче ним тумаллиех те ҫук. Аня нимӗнле усал хыпар та илсе килменни ҫинчен пӗлсен, Лена савӑнса кайрӗ те ытлашши шухӑшласа тӑмасӑрах килӗшрӗ. Географин нихӑш картти ҫинче те ун ҫинчен асӑннӑ вырӑн ҫук, тӗнчере вӑл мӗн тунине те никам та пӗлмест. — Ҫапла, вӑл паллӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, хӑйӗн сассине те илтмесӗр. — Айтӑр манпа пӗрле, эпӗ сире мӗн те пулин калӑп». Манӑн мӗнпур айӑпӑм — Оренбургран хам ирӗккӗн тухса кайни пулӗ, тесе ӗненсех тӑраттӑм эпӗ. Фабрика ӗҫлеме чарӑнчӗ, ҫамрӑксем, кӗпе ҫаннисене тавӑрса Миронпа ытти ӑслӑ ҫынсем ӳкӗтлени ҫине, хӗрарӑмсем кӑшкӑрни, макӑрни ҫине пӑхмасӑрах хулана ыткӑнчӗҫ. Ольга килте ҫуккине пӗлсен, хӗрарӑм кулянчӗ. Эпӗ ӑна ертсе каясшӑн пултӑм. — Шыв тулма пуҫланни вӗт ку! — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Вӑл, ҫӑлкуҫӗ патне пырса, сӑхӑн ӗҫсе тӑранчӗ те ура ҫине тӑчӗ. Тутисем унӑн чаплатса илчӗҫ, хуллен уҫӑлчӗҫ те вӗсем хушшинчен вара кӗске, тӗлсӗр хӑрӑлтату сирпӗнсе тухрӗ. Никампа кайма ҫук… Август уйӑхӗ. Иҫӗм ҫырли пухма тухас умӗн Лукашка Оленин патне юланутпа пырса кӗчӗ. — Вӗсене-и? Ҫапла эпир сулӑ ҫинче юлтӑмӑр. — Александр Анисимыч патне… — пӑшӑлтатни илтӗнчӗ тул енчен. Халӗ Санин унӑн ҫинҫе те таса ӳт-пӗвне айккинчен курма пултарчӗ, вара кун пеккине нихҫан та курман пек, кун пек туйӑмсене те нихҫан та туйса ирттермен пек туйӑнчӗ ӑна. Эпӗ йӑмӑкӑм килессе кӗтетӗп. Самолетпа вӗҫетӗр, Эп кӗтнине пӗлместӗр, Ҫавна туйса илесчӗ пӗрех хут. Эпир чӑтаймасӑр хӑвӑрт тата ҫыхланмасӑр ватнӑ пулсан, чул стена саланса кайнӑ пулӗччӗ. Пароходран Максима хӑваласа ячӗҫ — вӑл ырӑ кӑмӑллӑ ачаччӗ, Сергее — ирсӗр усал ҫынна, хӑварчӗҫ. — Инҫете ҫитрӗн-и? Дежурствӑна пӗтернӗ, ӗҫӗсене хӑйсен хыҫҫӑн ӗҫлекеннисене парса хӑварнӑ чашӑк-тирӗк ҫӑвакан хӗрарӑмсем икӗ ача калаҫни ҫине интересленсе пӑхса тӑраҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, вӑл таса, тата ун ыр кӑмӑлӗ чикӗсӗр… Францире пӗр енчен паттӑрлӑх, тепӗр енчен хаярлӑх вӑйлӑ сарӑлнӑ. Тутӑр айӗнчен пачах та курӑнман йывӑр ҫивӗтсем халӗ хулпуҫҫийӗсем ҫинчен усӑнса анчӗҫ. 1 000 000 000… хут чуптӑватӑп сана. Тӗлӗнмелле, ку ним тума аптӑранӑран кӑшкӑрни пулмарӗ: савӑнса кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Мӗншӗн? Урӑх нимӗн те мар! — Саня, эсӗ уншӑн кӗлтума тивӗҫ, — терӗ Даша инке. «Ӑна хулана Шульц господин патне парас, атӑ-пушмак ҫӗлекен пултӑр!» — терӗ ҫавӑн хыҫҫӑн анне, вара атте каларӗ: «Аван», und mein Vater sagte «gut». — Вӑлах вара, ман Марка. Краличӗн сехри хӑпрӗ, вӑл ун еннелле тинкерчӗ те, уяр тӳперен уйӑх ҫутатнӑ май, лешӗ ӑна аллипе темле кӑчӑк туртнӑ пек тукаласа, хӑй патнелле чӗннӗ пек туйӑнчӗ. — Паллах пур, — терӗм эпӗ пиччене хирӗҫ, — ку питех те аван пулӗ. Ҫак картиш юханшыв хӗрринчехчӗ. Ҫуркунне ҫитмессеренех вара унта турпас татӑкӗсем, тӗрлӗ-тӗрлӗ шапа калекӗсем, тепӗр чухне тата интереснӑй япаласемех сапаланса выртатчӗҫ. Хӗвелӗн вӗри пайӑркисем айӗнче ҫутҫанталӑкӑн ӗҫӗ-хӗлӗ ытларах та ытларах хӑй йӗркине кӗрсе пырать, пурнӑҫ хӑйӗн вӑйне пухсах пынӑн туйӑнать, унӑн хӑвӑртлансах пыракан таппи, хӑйӗн чуппине чарайман пуйӑс евӗр, малаллах вирхӗнет. Эсир пултараймастӑр? Гусева тӗсенӗ май хӑйне пит ҫӑмартисенчен ҫатӑрласа тытрӗ. Юратакан куҫӗсенчен куҫҫуль шыв пек юхать. Мана пӗччен пыма темле… Тен, офицер господасемпе пыма ирӗк парӑр? — Офицер господасене те тархасласах чӗнетӗп. — Мӗн пуҫламалла? — куҫӗсене чарса пӑрахрӗ вӑл Саломыга ҫине. — Мӗнре тата? — Апла пулсан, паллах, ӗҫлӗр. Ҫакӑн хыҫҫӑн юнпа ӑру ҫинчен калаҫ ӗнтӗ. — Ну, калӑпӑр, икҫӗрлӗххи пулсан? Мартӑн 20-мӗшӗнче, ирхине, почтальон шыв-шур пирки кая юлса ҫитнӗ хаҫатсене Гремячий Лог хуторне кӳрсе пачӗ, ҫав хаҫатсенче ӗнтӗ Сталин юлташӑн «Ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнни» ятлӑ статьи пичетленсе тухнӑ. Халӗ ӗнтӗ Валькӑпа. Ҫапла пулсан та вӑл вӑхӑтра чикӗсене пӗлтерекен нимӗнле юпа та пулман, чиккине те никам та хуралламан. — Хы-хытӑрах чӗнӗр! Ҫывӑрать пулмалла турӗ, — терӗ вӑл. Монтанелли такам ҫапнӑ пекех шартах сикрӗ. Эсӗ пӗчӗк мар, эсӗ ӑнланӑн ӑна… Эсир мӗн, эсир те вӗсемпе-им, полковник юлташ? — ыйтрӗ вӑл. — Кӗтӳ тытмалли вырӑнтан аякра ҫӳресен тата ҫил кӑнтӑр енчен вӗрсен, ыран сунара каясси пулаймасть. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Ывӑлӗ ҫакӑн ҫинчен ашшӗне каласа панӑ, лешӗ вара ҫав кӗленчене трубка ӑшне лартнӑ, — пӗрремӗш курмалли трубана ҫапла майпа шухӑшласа кӑларнӑ пулать вара. Мӗнле уйӑхсемччӗ-ха тата ҫав 1941 ҫулхи кӗрхи уйӑхсем! Атте темӗн тума хӗре хистетчӗ пулас, Зинаида килӗшместчӗ. Ҫук, ҫук, нимӗскер те ан калӑр, Павел Павлыч. Ҫур пӗлӗте аялтан шӑвакан хура пӗлӗт хупласа тӑнӑ. Кӗтӗве ҫӗнӗ ӗне е лаша кӑларса ярсан, вӑл куҫӗсене ҫутӑлтарса, илемлӗ кӑтра ҫӳҫне силлентерсе, хавасланса пӑхса ларнӑ. Малта Учкурсен утлӑ ҫарӗ пырать, — тапӑна-тапӑна, ҫапӑҫса, хуласене арката-арката. — Эсир мӗн ҫинчен каласшӑн пулнине ӑнланатӑп: эсир, Елена Николаевна, мана ун патне уйӑрса ярасшӑн! Температура вӑтӑр тӑххӑр та пиллӗк. Каи-Куму темӗскер каласшӑн, ӑна калама памаҫҫӗ… — Ну, мучи, пӑсланса ларнӑ-ҫке эсӗ, — тенӗ аслӑ ывӑлӗ, Микитен пӑсланса ларнӑ пичӗ-куҫӗ, сухалӗ ҫине пӑхса. Ҫӗрлесенче час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах вӑрана-вӑрана каякан пулчӗ, вӑранать те пирус туртса ярать, шӑпчӑксем илемлӗн ши-ши шӑхӑрса, каҫса кайсах юрӑ шӑратнисене тимлӗн итле-итле, питне-куҫне асаплӑн пӗркелентерет, унтан тарӑхса кайса кантӑкне шӑлт-шалт хупса хурать, ҫӳхе байка ҫивиттийӗпе пуҫӗ урлах витӗнет те шурӑ шуҫӑм киличченех куҫӗсене мӑч хупмасӑр, татуировка эрешӗсемпе тӗрлесе пӗтернӗ анлӑ кӑкрипе минтер ҫумне лӑпчӑнса выртать. Тӗттӗм подвалта йытӑ темрен хӑтӑлас тесе пӗтӗм вӑйпа туртӑнни илтӗнчӗ. Шӑмшак сасартӑках йывӑрланса ҫитни ӑна крыльца картлашки ҫине лартрӗ. Батальона Ольховкӑран ӑсатса янӑ чух вӑл, тӑвайккинче тӑраканскер, аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытса, вырӑнтан тапранмасӑр пӑхса тӑчӗ: картус козырёкӗ айӗнчен унӑн ҫивӗч кӑвак куҫӗсем салтак речӗсене хытӑ сӑнаса пӑхрӗҫ. — Апла пулсан, кӑшт кунтарах кил-ха. — Пӗтетӗн, Михайло Иванович! — терӗ амӑшӗ, пуҫне хурлӑхлӑн сулкаласа. Темскер манӑн мӑйӑмран пӑврӗ, эпӗ тӑрса урама тухас тесе те шухӑшларӑм, анчах та, вырӑн ҫинчен хӑпаймарӑм, ӳпне ҫӑврӑнса, питӗме аллӑмсем ҫине хурса выртрӑм. — Ман вилнӗ упӑшкам та пӗрре тытӑнсан пит ӗҫетчӗ, вара эпӗ ӑна, ӳсӗрскере, ури-алли мӗнӗпех ҫыхса пӑрахаттӑм, ҫывӑрса урӑлсассӑн, йӗмне антараттӑм та ҫирӗп хулӑсемпе ислететтӗм: ан ӗҫ, ан ӗҫсе ҫӳре, авланнӑ пулсан — сан арӑмпа йӑпанмалла, эрехпе мар! — Ху мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна ту, — салхуллӑн каларӗ Кораблев. Е кил хуҫи арӑмӗпе калаҫса татӑлмаллаччӗ… «Вӑрлӑхлӑх тырӑ ҫук. Патшалӑх хӑех патӑр», — терӗҫ лешсем. — Чӑнах, тархаслӑн-и, Том? Чӑнах-и? Ҫӗр тӗттӗм пулнӑ, тӳпе тӑрӑх лӗмсӗркке пӗлӗтсен хулӑн сийӗсем шӑвӑннӑ; тинӗс тӳлек, хура та ҫу пек ҫӑран курӑнса выртнӑ. Граф ури патне шыв тултарнӑ кӗмӗл таз лартатчӗҫ; кӑвакарчӑнсем мӗнле вӗҫсе ҫӳренине вӑл таз ҫинчи шывра пӑхатчӗ. Океан ҫаплах тулашать-ха. Мӗн ӗҫпе килтӗн? — сасартӑк асӑрханма пуҫларӗ Куприяновна; тутине тӑп тытрӗ. Акӑ сирӗншӗн панӑ ӳт. — Мӗнпе тавӑрӑттӑр эсир ӑна? — кӗретех хумханса ыйтрӗ мустангер. Тупнӑ япалан варри ҫын ҫӳлӗш имӗш, хӗррисем пит лутра та сарлака. Вӑл иккӗмӗш ывӑлне фронта янӑ, лётчик-истребитель туса янӑ, ку вӑл — ҫарти чи хӑрушӑ специальность… Ман умра темле ҫынсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче эпӗ хамӑн Катьӑна шыратӑп. Ҫак вӑхӑтрах гудок ӳхӗрсе ячӗ, вӑйлӑ сассипе вӑл ҫынсем калаҫнине хупласа лартрӗ. — Час пулать-и? — кӑшкӑрчӗ Белецкий. Зоя, вӗсем хыҫҫӑн пӑхса, пӗчӗк хулпуҫҫине кӑшт ҫеҫ сиктерсе илчӗ те фортепиано патне ларчӗ. Амӑшӗ чарӑнса тӑмасӑрах каларӗ ӑна: — Кайтӑрах, — эсир ан шикленӗр! — Кирлӗ. — Миҫе? — тепӗр хут ыйтрӗ тухтӑр. Пӑх-ха, мин паратӑн? Экваторӑн ҫак ушкӑнӗнчен хӗвел анӑҫнелле тата хӗвел тухӑҫнелле темиҫе тӳрӗ йӗр, пӑнчӑ-ункӑ тата ҫурма ҫавра сапаланнӑ. — Шыв айӗнче ҫав, — тет пичче, аллисемпе сӑтӑркаласа. — Мӗн чухлӗ ҫӗр усӑсӑр сая каять кунта сирӗн, мучи, калама та хӑрушӑ! Эпӗ вӑл кунашкал пуласса пачах кӗтменччӗ, ҫавӑнпа, хам ҫул ҫинче шутланӑ пек, ӑна тӑруках юратса пӑрахма пултараймарӑм. Е эсӗ утрав ҫине кайса, унпа паллашас тетӗн пулсан, ватӑ Джона ҫеҫ кала, вӑл вара ҫул ҫине кайма сан валли тутлӑ ҫимӗҫсем хатӗрлесе парӗ, — терӗ вӑл. Манӑн, акӑ, негра вӑрламалла, арбуз е вырсарни шкулӗнчен кӗнеке йӑкӑртмалла, ун пек чух эпӗ йӗрке тӑрӑх куна мӗнле тумаллаччӗ-ха тесе тӑмастӑп, мӗнле май килет ҫапла тӑватӑп. Хама мӗн кирлӗ, ҫавӑ кӑна пултӑр. Ҫав самантран вара вӑл Дефоржа юратма пуҫларӗ, ӑна сӑнасси-тӗрӗслесси ҫинчен урӑх шухӑшламарӗ те. — Ку мӗншӗн? Павелӑн каялла ҫаврӑнса каясси ҫеҫ юлчӗ. Анчах та вӗсем унӑн сассине илтсе:— Мӗнле пурӑнмалла вара? — тесе ыйтсан, хӑй нимӗн калама аптрасса лайӑх ӑнланнӑ вӑл. Вӑл Джемма ҫырнӑ хут пулнӑ, ӑна вӑл кӑкӑрӗ ҫине хурса, кунӗпе тытса ҫӳренӗ. Ма чӗнместӗн, ай ҫывӑрса кайрӑн-и? Ну, каях киле. Каҫару ыйтатӑп, сэр, мӗншӗн тесен эсир ҫаплипех пирӗн капитан пулатӑр-ха. Анчах эпӗ хамӑн правопа усӑ курса канаш тума каяс тетӗп, — терӗ вӑл. Жихарев ӗҫме тытӑнасси-тӑвасси яланах шӑматкунсенче пуҫланатчӗ. Савельич тутине тӑсрӗ: — Полтинник эрех ӗҫме! Астрономи енӗпе нумай ҫул ӗҫлекен ӑста ученӑйсем те хӑшпӗр чухне йӑнӑшаҫҫӗ, хӑйсен сӑнавӗсенчен тӗрӗс мар пӗтӗмлетӳсем тӑваҫҫӗ. — Кансӗрлессе, чӑнах та кансӗрлерӗн ӗнтӗ… — каланӑ Фома. — Кайрӑмӑр, кайрӑмӑр, — васкатрӗ ӑна Шурочка. Ҫакӑн чухлӗ нумай халӑхлӑ пуху умӗнче сӑмах калама именнипе, вӑл, калаҫнӑ хушӑра хӑй ӗҫре ҫапа-ҫапа лапчӑтса пӗтернӗ хуп-хура аллинчи тӗтӗм-сӗрӗмпе хуралса, ҫуланса пӗтнӗ ҫӗлӗкне ҫавӑркаларӗ. Курас килет ӑна, анчах вӑл Демидовӑра… — Ҫул ҫинченех пулсан, — терӗ вӑл, — офицерсен столовӑйӗнче командировкӑпа йӳнӗ хакпах ҫӑкӑр та, лайӑх апат та илме пулать. Анчах, Джеммӑпа пӗрре те калаҫма май килмен пирки, вӑл каҫхи кофе умӗн пӗр вунпилӗк минут хушши фортепианопа кичемлӗ аккордсем каласа чӗрине лӑплантарчӗ. Доктор та сана кӑмӑлламасть. «Пиллӗкҫӗр хут юрӑхсӑр ача», терӗ вӑл. Пӗр сӑмахпа каласан, сана хӑвӑрӑннисем патне таврӑнма юрамасть, вӗсем сана йышӑнасшӑн мар. Виҫҫӗмӗш команда тума шутламастӑн пулсан, сана капитан Сильвер ҫумне хутшӑнма тивет, — терӗ вӑл. — Мӗскер тетӗн? Ҫапла вара кирлӗ чухне магнита кирлӗ пек ҫавӑрсан, утрава чалӑшшӑн ҫӳлелле хӑпартма та, аялалла антарма та пулать, ҫӳлелле хӑпарнӑ е аялалла аннӑ чухне чалӑшрах кайнипе утрав пӗр ҫӗршывран тепӗр ҫӗршыва куҫма пултарать. Петька калать: ҫыру яманни нимӗне те пӗлтермест, вӑл ҫыру сайра пӗрре кӑна ҫырать, пичче ҫав поездсем ҫинчех ӗҫлет, юлашки ҫырӑвӗ те Самартан килчӗ, тет. Том ӑна:— Чарӑн! Ӑна, усала, ҫапла ҫырӑпӑр: «Приговор татӑклӑ, жалоба пама юрамасть». — Кӑна эсӗ мӗнле правӑпа? Ӑҫта кайӑн унпа? Давыдов ансӑр койка ҫинче ҫаврӑнкалать, ӗхлете-ӗхлете илет, икӗ хутчен туртма тӑрса ларчӗ, ҫывӑрасса вара шурӑмпуҫ ҫути килеспе тин ҫывӑрса кайрӗ. Ытти икӗ пайне Зеб калаҫса ларнӑ вӑхӑтра пырне йӗпеткелеме хӑварнӑ. Вӗсем «невада» тӑрринчех тӑраҫҫӗ, хӗрӗх миль таранччен мӗнпур тавралӑх вӗсен куҫӗ умӗнче. Хӗвелтухӑҫ енчен пӗр тайлӑм сӗвекленсе анни курӑнса выртать. Пеонсем ҫавӑн тӑрӑхӗпе аннӑ чухне час-часах ҫурӑм ҫине выртаҫҫӗ те темиҫе ҫӗр чалӑш ҫапла ярӑнса анаҫҫӗ. Аякран тем тӑрӑшшӗ морен тӑрӑхӗсем купаланса выртни курӑнать — вӗсен ҫинче пӑрсем ҫине ӳксе пуҫтарӑннӑ сӑртсен ишӗлчӗкӗсем ҫаплах купаланса выртаҫҫӗ. Вӗсем — ухмахсем, эсӗ тӑсалӑхшӑн тӑрӑшнипе ҫапла тунӑ тенине ӗненӗҫ. — Аташма пуҫларӗ, — терӗ Юргин. Елена шартах сикрӗ, хӑй шарт сикнинчен хӑй вӑтанчӗ, унтан хывӑнмасӑрах вырӑн ҫине, йывӑррӑн та ҫине-ҫине сывлакан Инсаров ҫумне выртрӗ. Эсир мана юратнине пӗлетӗп эпӗ, — эсир пурне те юратма пултаратӑр, сирӗн чӗре пысӑк! — терӗ хохол, пукан ҫинче сулӑнкаласа ларса. Шӑллӗ патӗнче хӑнара ларнӑ чухне Петр хӑйне яланах килтинчен лайӑхрах, кӑмӑллӑрах пулнине туйнӑ, ҫакӑ ӑна кӳрентернӗ те, ӑмсантарнӑ та. Ҫакӑн сӑлтавне вӑл, Ольга мӗншӗн хӑй кӑмӑлне кайнине ӑнланайман пекех ӑнланман. Хӳме тепӗр енче, садри пӗчӗкрех сак ҫинче, Катя Лыкачева тӑра парать. Тимошенко тутисене ҫиллӗн хӗстерет. Вӑл сан кӑмӑлна каймасть вӗт? Тимӗрҫ пурӑнакан юлашки пӳртрен иртсенех, ҫил вӗсем шухӑшланӑ пек мар, унтан нумай вӑйлӑ пулнӑ. Армин иккӗмӗш эшелонӗ пӗр вӑтӑр пилӗк километра яхӑн Венӑран кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнерех тӑнӑ. Анчах кунта эпӗ хӑйне хисеп тунипе ҫеҫ ӗҫлетӗп. 167-мӗш страницӑри ӳкерчӗк ҫине пӑх-ха. Эсӗ унта протуберанецсем карса илнӗ Хӗвел ӳкерчӗкне куратӑн. Алӑкра икӗ штатски тӑратчӗ — вӗсене полкри мӗнпур офицер пӗлетчӗ, мӗншӗн тесен вӗсем пухури каҫсенче пулкалатчӗҫ: пӗри — Казначейство тӳри, тепри — суд приставӗн тӑванӗ, пысӑк мар ҫӗр улпучӗ, — иккӗш те пит йӗркеллӗ, чип-чипер ҫамрӑк ҫын. Павел Корчагина вӑл ачаранпах хисепленӗ, вӑл унӑн чи юратнӑ геройӗсенчен пӗри пулнӑ. — Ай-ай, Егоровна, — терӗ тиечук, — епле чӗлхи ҫавраннӑ Григорийӗн ун пек калама? Эпӗ манишкӑна Карл Иваныч патне илсе кӗнӗ ҫӗре вӑл ӑна кирлӗ те пулман: Карл Иваныч урӑххине тӑхӑннӑ та, сӗтел ҫинче тӑракан пӗчӗк тӗкӗр умне пӗшкӗнсе, хӑйӗн галстукне ҫыхмалли чаплӑ хӑйӑва икӗ аллипе тытнӑ, яп-яка хырнӑ янахӗ ун ӑшне ирӗклӗн кӗнипе кӗменнине тӗрӗслет. Васкаса каяс мар, васкасассӑн ывӑнса ҫитӗн те, вара пӗтес пулать», — тенӗ. Унта нимле сӑнран та, нимле тумран та тӗлӗнмеҫҫӗ. — Мӗн туса ҫӳретӗн эсӗ ҫак пушхирте? Кольхаун пӗве ҫитсе, Миссисипи штатӗнчи гражданин пулса тӑнӑранпа вӑхӑта ытларах Новый Орлеанта, чарусӑр савӑнӑҫ хулинче пурӑнса ирттернӗ. Кирила Петровичӑн эпир маларахра ик-виҫӗ сӑмахпа кӑна асӑнса илнӗ хӗрӗ пирӗн повеҫӗн героини иккенне вулакан тавҫӑрса илчӗ те пулӗ. Пач этем майлӑ мар… «Эпӗ сире турра ӗненнӗ пек ӗнентӗм. Исправникӗ, пӗр аллӑ ҫулхи ҫӳллӗ те хулӑн ҫын, хӗп-хӗрлӗ питлӗ, мӑйӑхлӑскер, хӑйсем патне ҫывхаракан Дубровские курса хӑртлатса илчӗ те, хӑйӑлтата пуҫланӑ сассипе кӑшкӑрса ячӗ. — Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ хам пӗрре каланинех тепӗр хут калатӑп: уездри суд йышӑннӑ тӑрӑх паянран пуҫласа, эсир Кирила Петрович Троекуров ҫыннисем пултӑр, ун вырӑнне халӗ, вӑл ирӗк панипе, кунта господин Шабашкин килнӗ. Ҫав ирсӗрсем сан хыҫҫӑнах килеҫҫӗ пулсан… Мӑнтарӑн Джима улталаҫҫӗ Виҫӗ каҫра Кейрона ҫитетпӗр тесе шутласаччӗ эпир, Кейро вӑл Иллинойс штачӗн чиккинче, Огайо шывӗ Миссисипине юхса кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Гленарван катапацран ҫакӑнти хӑш-пӗр вырӑнсем ҫинчен ыйтсан, вӑл яланах ертсе пыракантан малтан каласа хурать, лешӗн вара географ ҫине пӑхса тӗлӗнесси ҫеҫ юлать. Гусев сӗтел кӗтесне вырнаҫрӗ те ҫиме пуҫларӗ, — ҫӑтӑххӑн, аллисене шӑлаварӗнчен шӑлса тасатрӗ, фляжкӑран сыпкӑмларӗ те какӑрчӗ, шӑнса пӑсӑлнӑ пырӗпе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ: — Лару-тӑру япӑх. Вӑл стаканри чейне пӗрре сывламасӑр ӗҫсе ячӗ те малалла каласа кӑтартрӗ. — Вӑл суяс ҫук, — терӗ Смурый буфетчика, лешӗ вара хуллен ответлерӗ: — Пурпӗрех. Пушалста. — Атя! — тесе кӑшкӑрчӗ мана повӑр, ман сӗтел патне пычӗ те хуллен мана лӗпкерен пӳрнипе шаккарӗ. Вӑл юланут пулнӑ тесе хушса каласан, ытлашши пулать пулӗ, мӗншӗн тесен хулара е плантацисенче юлакансемсӗр пуҫне, Техас тӑрӑх никам та ҫуран ҫӳремест. Кӗрсенех пире уйрӑм пӳлӗм пачӗҫ те сӗтел ҫине темле тӗлӗнмелле апат пырса лартрӗҫ, ӑна французла карттӑ тӑрӑх Дубков суйласа илчӗ. Шампанскин пӑр ҫинче ларнӑ бутылки хатӗр ӗнтӗ, ун ҫине эпӗ епле те пулин лӑпкӑн пӑхма тӑрӑшатӑп. Ҫапла ҫав, тем курма тивет-ха унта, — терӗ вӑл юлашкинчен, чылаях ҫиллессӗн. Ҫапла, эпӗ мӗн пӗлнине ҫынсем часах пӗлеймеҫҫӗ-ха. «Вӑл та шӑнса вилнӗ пулмалла» — тесе шухӑшлать Миките. Чӑнах та, урипе шак-шак! туса Микитене вӑратнӑ чух, Мухортый шӑнса хытсах ларнӑ мӗн, вилес умӗн ҫуна ҫумне урипе шак-шак! туса илнӗ. Юлашки вӑхӑтсенче пӗрмаях ырӑ ҫанталӑк тӑчӗ, анчах ҫак кун пӗлӗт тӗксӗмленчӗ. — Ну, вӑт, ме сана, упра асӑнмалӑх, тата ман юратӑва асунта тыт. Пӗр тӑватӑ ҫултан парӑмсем пӗтӗмпех татӑлса пӗтеҫҫӗ, варӑ Петр Васильевич Мускава каять те унтан ҫӗнӗ тумтир тата тӑрантас туянса таврӑнать. Крэнкбиль хӑйне хӑй ҫирӗпрех тытма пултарнӑ пулсан, г-жа Лорӑна ӗмӗрне те, эс ҫапла-ҫапла хӗрарӑм, тесе кӳрентермен пулӗччӗ. Эпӗ пӑшалпа чупса ҫитрӗм те ӑна чиксе пӑрахасшӑн пултӑм, aber der Franzose warf sein Gewehr und rief pardon, эпӗ вара ӑна ятӑм! Фрося ӑна пӗлет иккен. Эсир ҫав енчен килтӗр, ҫавӑнпа ыйтрӑм. Эсир курман-и ӑна? Акӑ ҫул ҫине пӗр красноармеец сиксе тухрӗ. — Паллах; анчах Ванька повара чӗнмелле — ытларах апат пӗҫерме хушас пулать. — Вара… Мӗн чул юн тухрӗ!.. Хӑвӑр ҫапах тата урамра чи паттӑрсем вырӑнӗнче шутланатӑр, кушак ҫурисем… — тет. Нумайччен чӗнмесӗр ларать те, сасартӑк пӑшӑлтатса илет: — Вилесчӗ хӑть, яланах темле кичем… Мана кунта йӑлӑхтарма пуҫларӗ ӗнтӗ. Хӑш чух амӑшӗ парӑнса:— Ну, ҫывӑр, ҫывӑр, эппин… тӳрмен! — тесе кулкаласа кӑмака сакки ҫинчен анса каятчӗ. Пӳрт тӑрри кӗтессинче вӗсен йӑви пур иккен. Эпӗ иккӗ ярса пусрӑм, виҫҫӗ ярса пусрӑм. — Эпӗ ирӗксӗрех килӗшетӗп, анчах ку мана шалтах тӗлӗнтерет. — Николай Антонычпа интересленчӗ, тетӗр-и? Хӑй вӑйлах мар пулин те, хӑйӗнче вӑй пуррине туйса илчӗ вӑл. Кил-ха ҫутӑрах ҫӗре, ывӑлӑм, кӳр-ха, эпӗ сан хулна пӑхам. Вӑранасса вӑл янравлӑ хулӑм сасӑ илтсе вӑранчӗ. «Ураран кӑна ӳкес марччӗ, ӳксенех тискерленсе кайӗҫ те — пӗлме ҫук — хӗнесе вӗлерсех пӑрахӗҫ. Эпӗ пӗрре хӑранипе, тепре итлес килнипе, пичке ӑшӗнче чӗтресе ҫеҫ выртрӑм. Мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та, хам мӗн тӑвасшӑн пулнине эпӗ халь аса илейместӗп. Пӑртак шыраса ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсем сукмак ҫинчи хырӑм ҫинче шуса пыракан ҫынна астурӗҫ. Ҫынни хускалмассерен йынӑшса ярать. Пӑхӑр-ха, мӗнле ӗҫлӗхлӗ хаҫат тухать кунта… Хохол пуринпе те калаҫнине курса, ӑна ӑшӑ сӑмах Павел валли каланинчен ытларах кирлине ӑнланса, амӑшӗ унпа калаҫма тытӑнчӗ: — Килӗшмерӗ мана суд! Эпӗ ӑнлантарса патӑм: — Ҫумӑр ҫӑвать. Эпӗ ҫав кукӑр-макӑр хӑвӑлра, яланах ҫӗр айӗнчи шӑтӑксенче пурӑнакан ҫын пек, чӗнсе, кӑшкӑрса, уласа йӗрсе, чул кӗтессисене пыра-пыра ҫапӑнатӑп, ӳке-ӳке тӑрса чупатӑп, юнланса вӗтнӗскер эпӗ халех пӗр-пӗр стенана пырса перӗнсе пуҫӑм ҫурӑлсах кайӗ тесе кӗтсе пыратӑп. Вӑл мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ, хӑй вара ӑшӗнче темшӗн хӗпӗртетчӗ пулас. Тӗттӗм хупласа илнипе тӗпсӗрӗн курӑнакан ҫӗрлехи пӗлӗт уйӑхпа ҫӑлтӑрсене ӗмӗрлӗхех пытарса хунӑ пек туйӑнать. Халь вӑт ҫак вырӑнта, хамӑр ял ларнӑ вырӑнта, пурте лӑпкӑ пек, анчах нумаях та пулмасть вӗт-ха, ӑна ӗнтӗ ман ҫӗре кӗнӗ атте те астӑватчӗ, хам та астӑватӑп-ха, ишӗлчӗк хупах умӗпе ырӑ ҫынна иртсе ҫӳреме ҫукчӗ. Эпӗ унӑн сӑмахӗсене ҫӑтса, хӳме ҫине вӗҫсе хӑпарнӑ автан пек ларса, унран кулаттӑм, сасартӑк вӑл сылтӑм аллипе сулчӗ. Парламентерсем тек пӗр сӑмах та чӗнмерӗҫ, мӑнаҫлӑн та чыслӑн каялла ҫаврӑнса утрӗҫ, карта ҫине улӑха-улӑха ларнӑ ачасем вӗсем кайнине ҫав тери тӗлӗнсе пӑхса юлчӗҫ. Ирхине вӑл Жадринӑри пачӑшкӑ патӗнче пулнӑ; унпа аран-аран калаҫса татӑлнӑ; унтан вӑл кӳршӗри помещиксем хушшине свидетельсем шырама кайнӑ. Ҫакӑ пӗччен ҫеҫ пурӑнмалли кичем номерте эпӗ урӑх тытӑнса тӑма пултараймарӑм, икӗ сехетчен, Главсевморпуть секретарӗ йышӑниччен вӑхӑт чылай-ха. Эпӗ тухса кайса, ним тӗлли-паллисӗр Мускав тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме пуҫларӑм. Иккӗн ҫӳренӗ ҫӗрте нихҫан та пӗччен ҫӳреме юрамасть иккен, Мускав варринчи чӑн-чӑн сад пахчи те тӗнчери чи кичем вырӑн пек туйӑнса каять. Ытлашши шавлах мар та, анчах пылчӑклӑ урам, ун пеккисем Мускавра лак- туллиехчӗ, пушшех кичемлентерсе яратчӗ. Ирӗксӗрех вара хӑвна ху ватӑрах та ӑслӑрах ҫын вырӑнне хураттӑн. Калӑн, эпӗ темиҫе ҫултан хамӑн чунӑм ҫине лӑпкӑн кӑна пӑхса, пурне те — хамӑн ҫӗр ҫинчи чи хаклӑ япалана — этем чӗрине пырса тивекен ӗҫри кирлӗ мар вӗрилӗхӗме, хама хам шанманнине, хама, тен, чӗлхесӗр ача чухнех, тӗнче маншӑн ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр япала пек туйӑннӑ чухне те хыҫран йӗрлесе пынӑскерне, хакланӑ пек тесе. Халӗ ӗнтӗ маншӑн ҫав чӗлхесӗр пулнин юлашки йӗрӗсем хамра кӑштах тытӑнса юлнӑ пек туйӑнчӗ. Сӑмахран, хамӑн юратура эпӗ хам калас тенине пурне те калаймарӑм, чи кирли ҫинчен вара калаймасӑрах юлтӑм. Хамӑн юрату, ӑна пур енчен те тӗрлӗ йывӑрлӑхсем сӑрса илнипе, ӑнӑҫсӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ маншӑн. Ку каллех — ҫавнашкал ӑнланма пӗлмелле мар йывӑр тӗнче, эпӗ унӑн умӗнче ҫав чӗлхесӗр ача пекех, хама темле пӑталаса хунӑ пек хытса каятӑп. Ҫук, пурте улшӑнчӗҫ манӑн чунӑмра, эпӗ ӑна хам та чухлатӑп! Текех ӗнтӗ эпӗ, пӗр самант та ҫухатмасӑр хамӑн тӗрӗслӗхе кӑтартасшӑн хыпса ҫунакан ача мар. Халӗ ӗнтӗ эпӗ хама пуринчен ытла лӑпкӑлӑхпа ҫирӗплӗх кирлине лайӑх пӗлетӗп. Эпӗ хурланса, хама хам хӗрхенсе, ҫав ҫулсенчи, хамӑн ҫамрӑклӑхӑмпа шкулти юратӑвӑм ҫинчен шухӑшларӑм, халӗ ӗнтӗ ҫамрӑклӑхӑм та иртсе кайнӑ, юратӑвӑм та ӗлӗкхи мар. Анчах ӗлӗкхи пекех, пурте манӑн умӑмра, эпӗ пуласлӑха татах та пысӑк шанчӑкпа куратӑп. Мускавра эпӗ нумаях пурӑнмарӑм. Ялта: вӑл тӗшмӗшлет пулӗ, тесе те калаҫкаланӑ. Ҫӗр лӑпкӑччӗ, вӑл темӗн итленӗ пек, тем пуласса кӗтнӗ пек туйӑнатчӗ; мана тата — ак халех тепӗр секундрах чан ҫапса ярассӑн, хулари ҫынсем пурте шутсӑр хӑраса ӳксе, чупкалама, кӑшкӑрашма тапратса ярасшӑн туйӑнатчӗ. Чурасене сӑнчӑрламалла, машинӑсенчен, станоксенчен, ҫыхса хумалла, шахтӑсенче… Хуйхӑ-суйхӑн тӑп-туллилӗхӗ пултӑр. Нимӗҫсен малтанхи планӗ — танксен пысӑк вӑйӗсемпе усӑ курса, пирӗн Курскран кӑнтӑр еннелле тата ҫурҫӗр еннелле тунӑ укрепленисене ҫӗмӗрсе Хӗрлӗ Ҫарӑн Курск патӗнчи группировкине хыпчӑк пек хӗссе ҫавӑрса илесси, унта «нимӗҫсен Сталинграчӗ» тӑвасси — пирӗн оборона ҫирӗп пулнипе тӳрех путланса ларнӑ. Эпӗ профессор Лиденброк сӑмахӗсем хыҫҫӑн ҫеҫ каймарӑм-ши? Парӑссем сахалли, вӑйлӑ вӗрекен ҫил Дика карапа урӑх еннелле ҫавӑрма май памарӗҫ. Юлашкинчен пиллӗкмӗш кустӑрма та ӗҫе кӗчӗ. Вӑл ҫурри таран сӳтӗлсен, сасартӑк канат лӑпчӑланчӗ. — Темӗнле ӑнӑҫлах пуҫланмарӗ, — тесе шӑл витӗр каларӗ вӑл урама тухса ҫитсен. Тараспа ывӑлӗсем лашисене вӗсен хушшипе асӑрханса уттарса тухрӗҫ: «Сывлӑх пултӑр, пансем» тесе саламларӗҫ вӗсем. «Сире те сывлӑх пултӑр!» — терӗҫ запорожецсем те. Ну, мӗнле ӑнлантарӑп-ха ӑна? Асӑннӑ кун та ҫаплах сада кайрӑм та ахалех мӗнпур аллейӑсем тӑрӑх утса ҫӳрерӗм (кураксем мана палласа ҫитрӗҫ те аякра ҫеҫ кранклатаҫҫӗ), вара ӑнсӑртран пӗр лутра хӳме патне пырса тухрӑм, вӑл хӳме пирӗн садпа сылтӑмри флигель хушшинчи вырӑна уйӑрса тӑратчӗ. Вунӑ уйӑх иртсен, ӑна парӑннӑ тарҫисем, питӗ нумай асап тӳссе, ун ӳтне Занзибара йӑтса ҫитернӗ, 1874 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче Ливингстона Вестминстер аббатствинче Англин корольсенчен кая мар хисеплесе асӑнакан ытти аслӑ ҫыннисемпе юнашар пытарнӑ. — Халь мана тиркеместӗн-и? Ӑҫта пурте пӗр тӑрук сӗкӗнетӗр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, кӗпер анинче кӗпӗрленсе тӑракан лавсем ҫинелле. Ара, тахҫан эпӗ те пӗлеттӗм-ҫке кун пек чух ҫӗрулми пулӑшнине, анчах манса кайнӑ иккен. Иккӗленме тытӑннӑскер, вӑл ялт сиксе илсе хӳме хӗрринчен ярса тытрӗ те ҫӳлелле кармашма тытӑнчӗ. Ковалев майор кунта, — терӗ те вӑл, васкавлӑн сиксе тӑрса алӑка уҫса ячӗ. Ултӑ ҫул каялла Татаринов капитана шыракан экспедицие хатӗрлессипе сӑмах татнӑ чух ҫав экспедицие организацилессипе Ленинградра хам ӗҫленӗ чух профессор В. мана Фрунзе ячӗпе тӑракан училищӗн преподавателӗпе тинӗсҫӗ ученӑй-гидрографпа паллаштарчӗ. — Юрӗ. Пӑшалпа пени вӗлермеллех пулнӑ пулмалла та, юланут лаши ҫинчен ӳкнӗ. Анчах урӑх вырӑн шырама вӑхӑт ҫук ӗнтӗ. — Эсир, хаклӑ юлташсем, мана, тархасшӑн, Голышевпа пӗрле хӑварӑр. Хӑрушӑ та кӗтмен инкек нумайччен пурин пуҫӗнчен те тухмарӗ пулин те, карап ҫинчи пурнӑҫ хӑй йӗркине кӗчӗ. — Ҫавӑ пурте чӑн! — тетчӗ вӑл. Вӗсем Денни мӗн шутланине те пӗлнӗ. Вӑл уҫӑсем илчӗ те, пӗр чӗнмесӗр ҫаврӑнса, атти кӗлисене ҫӗр ҫийӗн сӗтӗрсе, ял Совечӗ еннелле утрӗ. — Ӑна валли эп запас пиртӑла чиксе хутӑм. Витрене ҫыхнӑ вӗрене тем чухлӗ суллантарсан та вӑл шыв ӑсса илеймен. Йытӑсемпе вӗслетни ҫылӑх! Мӗн муталатӑр эсир пире? — Йывӑр пулчӗ. — Ку тикӗс вырӑн ҫине эпӗ аялтан яланах тӗлӗнсе пӑхатӑп. Анчах та вӑл кӳренмелли япаласене тӳссе ирттерме хӑнӑхнӑ, вӗсем уншӑн ытла пурте пӗтменнине туйнӑ, хӑп ӑшӗнче ҫӗннисем пулассине кӗтсе тӑнӑ. Мӗнешкел таса чунлӑ, уҫӑ кӑмӑллӑ, пур енчен те тулли кӑмӑллӑ ҫынччӗ вӑл… Вӑл: Лукашка чеченеца тата вӗлертӗр, тесе каларӗ. — Пӗтӗмпех килӗшетпӗр. Шухӑшлаттӑм: — Нивушлӗ петӗм пурӑнӑҫ та ҫакӑн пек? Калугин тӑчӗ, анчах офицере хирӗҫ пуҫ таймарӗ вӑл, кӑмӑллӑн йышӑнса иленҫи пулса (капла йышӑнса илни, паллах ӗнтӗ, пырса кӗрекен ҫынна кӳрентерет), кулас килмен ҫӗртенех йӑл кулса, офицертен вӑл, эсир кӑштах тӑхтама пултараймастӑр-и тесе ыйтрӗ те, ӑна ларма сӗнмесӗрех, ун ҫине тек ҫаврӑнса та пӑхмасӑр, Гальцин патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ те французла калаҫма тытӑнчӗ, пӳлем варрине тӑрса юлнӑ мӗскӗн офицер вара, хӑйне хӑй тата хӑй умӗнче ҫакӑнса тӑракан перчеткесӗр аллисене ниҫта чикме аптӑрарӗ. Анчах эпӗ часах авантарах пурӑнма майлашса ҫитрӗм, кун ҫинчен вулакан малаллахи сыпӑк тӑрӑх пӗлӗ, унта эпӗ ҫак утравра хам епле пурӑнни ҫинчен тӗплӗн кӑтартса паратӑп. Пӳрт кӗтесрен кӗтеселле чупкаласа ҫӳрекен хӗҫпӑшаллӑ ҫынсемпе тулса ларчӗ. Унӑн вара асапланмасӑр пурӑнма майӗ те пулман. Анчах пӗррехинче амӑшӗ ҫакӑнтан пикенсех ответ ыйтма пуҫларӗ. — Чимӗр-ха, Паганель, — терӗ ӑна майор, — ан пӑлханӑр. Ӑна хӑть те мӗн кала, пурте патне ҫитет! Алле!.. Корчагина хирӗҫ картлашка тӑрӑх темиҫен хӑпараҫҫӗ. — Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑм, — тет хуҫа. Давыдов ҫырмалли кӗнеке кӑларса, ҫырса хучӗ: «Шкул. Подпоручик, ҫав вӑхӑтра кравать ҫинче выртнӑскер, хӑвӑрттӑн сиксе тӑчӗ, хӗрелсе пынӑ май, тужуркин тӳмисене хыпалансах тӳмелеме тапратрӗ. Комбат юлташ! Унӑн, вӗсене пуҫӗсенчен яра-яра илсе, ҫыхланса ӳкнӗскерсене пӗр-пӗринчен уйӑрса, хӑшне хӗнес, хӑшне ачашлас, пурне те пӗрле илсен — ятлас, темӗнле чӑнлӑх ҫутипе ҫутатас килнӗ. Ачасем курортран хӗвелпе пиҫсе, вӑй пухса савӑнӑҫлӑ таврӑнаҫҫӗ. Вӗсем вырӑнне вара теприсем каяҫҫӗ. — Тата вӗсем хӑйсем мӗншӗн япӑххине ӑнланма, — хушса хучӗ хохол. — Ун пеккисем, капитан юлташ, питӗ сахал. — Тытатпӑр та… йӗрне ӳкрӗмӗр ӗнтӗ. Ачасем пурте ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ те ӑна ураран пуҫласа пуҫне ҫитиех питӗ сиввӗн пӑхса ҫаврӑнчӗҫ; ҫав сивве Воропаев хӑйӗн ҫурӑмӗпе те туйса илчӗ. Шеллетӗр-им ӑна? Ах, пуҫ ан ҫӗмӗрсемӗрсем кун пирки, тархасшӑн. Ҫын аташса выртнӑ чух, вӑл паллах ӗнтӗ. Халӗ вӑл пӗр тӗттӗмлӗхе ҫеҫ туять. Шатӑртатакан йывӑҫсен сасси, пӗчӗк чулсем аялалла йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхни тата тинӗс хумӗсен шавӗ — пӗтӗмпех вӗсем ҫав тӗттӗмлӗхе пырса ҫапӑнаҫҫӗ те каялла ыткӑнаҫҫӗ, — кун пек шав чуна ҫӳҫентерет… — Эпир аннепе иксӗмӗр кашни ытларикунпа эрнекунах лаша кӳлсе Тверской урамне уҫӑлса ҫӳреме тухатпӑр. Халех тухса каяр — килӗшетӗн-и? Нимех те мар. — Начар-и? — тесе ыйтрӗ доктор. Пӗрремӗшӗ — Пойндекстерӗн ывӑлӗ. — Анчах, ырӑ тусӑм, мана кинжал кирлӗ мар, шӗвӗрӗлчен вара — кирлӗ. Айртон майор ыйтуне хирӗҫ ҫапла каларӗ: — Мана килсе ҫапнӑ хум фок ҫинче риф илсе пынӑ ҫӗртен шӑлса антарнӑ вӑхӑтра «Британи» тӳрех Австрали ҫыранӗсем ҫине вӗҫтерсе пыратчӗ. — Эсӗ камне калама та аван мар… Дубцов тӗксӗмленсе кайрӗ, ҫакна пула унӑн ахаль те хура пичӗ пушшех те хуралнӑ пек туйӑнчӗ. Подтяжкӑллӑ шалпар шӑлавар тӑхӑннӑ ватӑ ҫын, аялти кӗпине ярханах янӑскер, мана шалалла кӗртрӗ те хӑй хутланарах тӑрса, мана шанман пек пулса, куҫӑмран шӑтарас пек пӑхрӗ. Тутисем унӑн мӗкӗлтетеҫҫӗ… — Мӗншӗн ҫапӑҫмастӑр эсир? — тесе кӑшкӑрнӑ вырӑнсенчен Ривэрӑна. Пӗтӗм сасси тухнӑ таран ҫухӑрса ячӗ: — Вӑрӑ! Вӑрӑсем! тытӑр! тытӑр!.. — Ҫӗрре ан тив, хӗрлӗ мулкачӑ! — Саша, — е эпӗ сана лайӑх вӗрентӗп акӑ… — Апла мӗскер кирлӗ-ха сире? Хӗвелӗн тулашӗнче чи ҫирӗп шӑранакан япаласем те пӑса куҫаҫҫӗ. — Ырӑ ҫынсем тупӑннӑ… вырнаҫтарнӑ… Ҫав урасем картиш витер флигель патне пыраҫҫӗ. — Оля, — терӗ вӑл, — тархасшӑн ҫӑлӑр! Атьӑр, уйрӑлса каяр. Лена ҫав вӑхӑтра Мересьева одеялпа чӗркесе вырттарчӗ. Садра, картишӗнче, урамра ҫынсем ахӑлтатаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах пӑчӑ пӳлӗмре шӑплансах пырать. Вилес килмен пулас унӑн. — Халӗ эпӗ сирӗнпе калаҫаймастӑп. Снеффельс ҫӳллӗшӗ пилӗк пин фут пулать. Вӗсем Джемма патӗнче терраса ҫинче, ҫуртсен хӗрлӗ ҫивиттисем урлӑ инҫетре курӑнакан Фьезоле ҫине пӑхса ларчӗҫ. Тӑххӑр ҫурӑра е вунӑ сехет тӗлӗнче вӑл хӑй юратнӑ палламан хӗрача пурнакан урама пырса тухнӑ. Урамӗнче ҫын таврашӗ ҫӳрени курӑнман. Вӑл пӗр самантлӑха чарӑнса тӑрса итлесе пӑхнӑ, — нимӗнле сас-чӗвӗ те илтӗнмен. Иккӗмӗш хутра тӗксӗм ҫурта ҫути чӳрече каррине ҫутатса тӑнӑ. — Мӗскер? — сиксе пычӗ Черняк. Хайхискере ҫапла айне яричченех, йӗп-йӗпе пуличченех ислетрӗм, вара, пӗлетӗн-и, ҫухӑраймиех пулчӗ, хӑрӑлтатса та йынӑшкаласа кӑна выртать… Вӑл витӗрех шӑннипе вӑранса кайрӗ, куҫне уҫрӗ те асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗслӗн йӑлтӑртатса тӑракан куҫҫуль пӗрчисем витӗр сивӗ хӗвеле, чӗмсӗррӗн сарӑлса выртакан аслӑ хирӗн талккишне, горизонт хӗрринчи тӑхлан тӗслӗ сӑрӑ тӳпене тата инҫех те мар курӑнакан тӗмӗн шап-шурӑ ҫӗлӗкӗ ҫинче хӗрлӗрех сарӑ тӗслӗ йӑлтӑркка тилӗ тӑнине курчӗ. Ҫемьери чи аслӑ ҫынна тивӗҫлӗн Петр шӑллӗне те, арӑмне те ӳпкелерӗ:— Эсир иксӗр те ун ҫине ухмахла пӑхатӑр; эсир хӗрхенни кӳрентерет ӑна. Куҫҫуль каллех хӗвелпе хуралнӑ тарӑн пӗркеленчӗксем тӑрӑх юха пуҫларӗ. Килтен тухса кайнӑ хушӑра хам мӗн тунине, тӗрӗс пурӑннӑ-и, ҫавна пӗлесшӗнччӗ старик. — Артур! Каясса вӑл тайкаланса, сулахай ывӑҫ тупанӗпе пуҫне тытса, сылтӑм аллипе хӑйӗн кӑвакарма пуҫланӑ хӑмӑр мӑйӑхне хуллен турткаласа утса кайрӗ. Унӑн пичӗ ҫинче хӑрани те, хурланни те палӑрмасть — вӑл вилнӗ ҫын тӗслӗ пулнӑ. Пирӗн пуҫ ҫийӗнчи кӑвак лампа ҫутти Катьӑна пӗтӗмпех кӑвакартса кӑтартать. Ҫавӑнпах хӑюллантӑм пулӗ те ӗнтӗ эпӗ. Лантенак тухса тарнине пӗлсен, салтаксем отряд командирӗ Говэнпа кӑмӑлсӑрланнӑ. Умра мӗн кӗтет мана? Вӗсем Аделаиде, Сидней, Мельбурн пек пысӑк хуласенче хаваслансах ҫӳреҫҫӗ. — Ку тӗрӗс, — ҫирӗплетсе каларӗ Феничка. Халӗ маншӑн уҫҫӑнах паллӑ, карапа никам та тытса пымасть. Вӗсем ҫӑмран ҫав тери сӗлӗм тумтир ҫыхаҫҫӗ, хӑйсен шухӑшӗсене япаласене ӳкерсе кӑтартас мелпе ҫыраҫҫӗ, — ҫак пӗлӗве вӗсем юнпа илсе килнӗ, ку — ҫухалнӑ цивилизацин авалтан куҫакан ас тӑвӑмӗ. Мӗн туса тӑратӑн кантӑк умӗнче? Акӑ ҫак вырӑнта эпӗ чи малтанхи хут хир качакине персе тытнӑччӗ. Ромашов теҫҫӗ пулас ӑна, сирӗн юратнӑ вӗренекенӗр те, ассистентӑр, ытах эпӗ йӑнӑшмастӑп пулсан халь-халь сирӗн хурӑнташӑр пулмалли ҫынччӗ. Малалла тайӑлса ларса, ватӑ сунарҫӑ сукмак ик енне те курӑк ҫине хытӑ пӑхса пынӑ. — Ухмаха ертӗн! Ҫӗрсем вӑрӑмланчӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, халӗ ӗнтӗ ҫӗрле урӑх сасӑсем янӑраҫҫӗ: хуп-хура тӳпере тӑрнасем йынӑшса иртеҫҫӗ, казаркӑсем хурлӑхлӑ кӑшкӑраҫҫӗ, хушӑран кайӑк хурсем кикаклатни, кӑвакал ҫуначӗсем шӑхӑрни илтӗнсе каять. Ыттисем пурте типтерлӗ тумланнӑ пулнӑ: хӗрарӑмсем чепецсемпе, хӑюсемпе, чинлӑ вилесем мундирсемпе, анчах та сухалӗсене хырман; хуҫасем праҫниксенче тӑхӑнакан сӑхмансемпе. Унпа юнашарах Атӑлӑн хулӑм кӑвак йӗрӗ авкаланнӑ, ун ҫумӗнче пысӑк ҫаврашкапа паллӑ тунӑ Сталинград тата пӗчӗк пӑнчӑпа палӑртнӑ Камышин курӑннӑ. Инҫете, вӑрман патнелле, янӑраса каяҫҫӗ ҫамрӑк та уҫӑ сасӑсем. Чӑнах та ӑна ҫав вӑхӑтра яланах Одинцова кӑмӑл тунӑ пек, вӑл ӑна тав тума тивӗҫлӗ пек туйӑнчӗ… Анчах ҫамрӑк чӗресене вӑл туйӑм чӑрмантармасть. Тӗрӗс калать ҫак ҫын, — мӗншӗн пӑрахатпӑр эпир ачасене? Капитан кӗперӗ ҫинчи хӑйӗн кӗрешӳ вырӑнне Джон капитан пӗр ҫекундлӑха та пӑрахса каймасть; вӑл пӗлӗт ҫине тинкерсе пӑхать, унӑн арча тӗпӗнче упранса тӑракан вӑрттӑн япалисене кӑларса илесшӗн тейӗн. Ҫапла майпа ытлашши япаласенчен пуринчен те хӑтӑлса, вӑл ҫурӑк аяккинчи тухса тӑракан чулсем ҫине пускаласа, пусма картлашкисем тӑрӑх пынӑ пекех, ҫӳлелле улӑхрӗ. — Ку эсир тӑмсай иккенне пӗлтерет, — терӗм эпӗ. 1920 ҫулхи декабрӗн пӗр асра юлма тивӗҫ ирхине Павел хӑй палланӑ вырӑнсем еннелле поездпа пырса ҫитет. Аманнисем йышӑнман вырӑнсенче юн кӳлленчӗкӗсем курӑнаҫҫӗ, темиҫе ҫӗр ҫын сывлать, кунта аманнисене ҫӗклекен рабочисенчен пӑс тухса тӑрать, ҫаксене пула ӗнтӗ кунта питӗ пӑчӑ, темӗнле йывӑр та ҫӑра шӑршӑ кӗрсе тӑрать, тӑватӑ ҫӗрте тӑватӑ ҫурта ҫути йӑсӑрланать. — Эсӗ ман атте тӑванӗн ывӑлӗ, — терӗ татах креолка, халӗ ӗнтӗ пачах урӑхла сасӑпа, — анчах маншӑн эсӗ капитан Кассий Кольхаун кӑна, урӑх нимӗн те мар. Смотритель, кӳме кайнине кантӑк витӗр пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те, арӑмӗ еннелле ҫаврӑнса: — Пахомовна, ку кам пулнине палласа юлтӑн-и эсӗ? Ҫил… — Халӗ ӗнтӗ, ачам, — терӗ вӑл, — мана капитан патне ертсе кай, — терӗ. Тута хӗррисемпе кӑмӑлсӑр кулкаласа, Кольхаун хӑй пӳлӗмне кайнӑ. Сӑнӗ-питӗнче унӑн пӗр хаваслӑх та пулман. Шубин, флигеле таврӑнса, кӗнекине уҫса ҫеҫ хунӑччӗ, ҫав вӑхӑтра Николай Артемьевич камердинерӗ, асӑрхануллӑн кӗрсе, ӑна герблӑ пысӑк пичетпе пичетленӗ виҫӗ кӗтеслӗ пысӑках мар ҫыру пачӗ. Асту эсӗ! Ҫак ҫыруранах Алексей полкра хӑйне халӗ те асӑннине, столовӑйра, полкра ӳссе чапа тухнӑ геройсен портречӗсемпе пӗрле унӑн портретне те ҫакнине, гвардеецсем ӑна каллех хӑйсем патӗнче курма ӗмӗтленсе пурӑннине пӗлчӗ. Кам патшалӑха чи нумай укҫа ларать? Анчах вӑл, планета пулнӑ пулсан та, пысӑк пулман — Ҫӗртен пин хута яхӑн пӗчӗкрех пулнӑ. Ӑна пурте ӑнланма пултараҫҫӗ. Аллисемпе суллани тӑрӑх вӗсем пӗр-пӗр тӗлӗнтермӗш япалана тӗл пулни ҫинчен пӗлтернӗ. Мересьев планшетӗнчен вӑшт кӑна пакет туртса кӑларчӗ те полковника тӑсса пачӗ. Вунӑ сехет ҫапнӑ, урапа сассисем халтӑртатма пӑрахнӑ. Чӑл-чал курӑнакан хӑй ҫутисем пӗрин хыҫҫӑн тепри сӳнсе пынӑ, ҫуран ҫынсем урамсем тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳреме те пӑрахнӑ. Пӗтӗм хула ыйӑха кайнӑ, пӗчӗк хуралҫӑ шӑплӑхпа, усалсемпе пӗрле пӗчченех тӑрса юлнӑ. Сылтӑмра, шыв ҫийӗпе, сивӗ те йывӑр-ҫӗлен пек, нӳрӗ чул хӳме тӑсӑлса выртнӑ. Мюльредирен ҫемҫерех чӗреллӗ ҫын пулсан, вӑл вара хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен ҫак аслатиллӗ ҫӗр ниме пӑхмасӑр ҫула тухса каясси ҫинчен, ҫав ҫынна кашни йывӑҫ хыҫӗнчех, кашни сукмак патӗнчех вилӗм кӗтсе тӑни ҫинчен аса илсен, такам та хӑраса ӳкмелле. Анчах Мюльреди хӑйне хӑй питӗ лӑпкӑ тытать. Пантелей лаша сыхлама кайрӗ, кайран каялла тавранчӗ, Егорушка ку вӑхӑт тӗлне те ҫывӑрса каяйманччӗ-ха, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтретчӗ. Эпӗ часах киле кайрӑм. Тата эпӗ ӑна хам алӑпа пӗр фрейлинӑн ури пӳрни ҫинчен касса илнӗ ӳт хытти татӑкне кӑтартрӑм; вӑл хӑпарса тухнӑ ӳт хытти татӑкӗ пысӑк панулми пекчӗ, ытла та хытӑ пирки, эпӗ Англие таврӑнсан, ӑна алтса, хӗррине кӗмӗл тытса кубок турӑм. Старик кайрӗ. Урисем ҫинче кӑшт сулланкаласа тӑракан офицер Джемма умӗнче чарӑнса тӑрса: «Пӗтӗм Франкфуртри, пӗтӗм тӗнчери ытарма ҫук чипер кофейницӑшӑн ӗҫетӗп, — вӑл сывламасӑр пӗр стакан ӗҫсе ячӗ, — ҫакӑншӑн вара вӑл черченкӗ пӳрнисемпе тытнӑ ҫак чечеке илетӗп!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Ун сассинче хӑйне хӑй ирӗксӗрлени палӑрса тӑчӗ. — А вот, тетӗп, эсир укҫана техника ӗҫне ярӑр… Арчаковский ахӑлтатнине урайне кайса ӳкнӗ, куҫӗсем куҫҫулленнӗ, хӑй тӗрлӗ еннелле кускалать. — Дик, — тӑсрӗ калаҫӑва Уэлдон миссис, — эс ку таранччен те пирӗн усрава илнӗ ывӑлччӗ ӗнтӗ, ҫак вӑхӑтран вара эсӗ — ман тӑван ывӑл. Эсӗ хӑвӑн аннӳне, хӑвӑн пӗчӗк шӑллуна Джека ҫӑлтӑн! Мӗн тума чӑх-чӗпсене халех пӗр ҫӗре пуҫтарса усрама кирлӗ пулчӗ-ши? — Хӑш тӗлте тӑраҫҫӗ Англи отрячӗсем? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Йӑсӑрланса тухакан тӗтӗм хушшинче вутпуҫҫи сасартӑк ялт хыпса илчӗ те тӳремсӑртлӑх тупи ҫуталса кайрӗ; ҫав вӑхӑтра Говэн умӗнче пӗр лав мӗлтлетсе илчӗ. — Эпӗ те калатӑп, — ярса илчӗ ӳсӗр Ергушов, кулкаласа. Урамӗсем тӑвӑр та кукӑр-макӑр; пӳрчӗсем лутра, вӗсенчен нумайӗшне улӑмпа витнӗ. Йыхӑрать ак вӑл, кӑйкӑра чӗнет, Сылтӑм ал ҫине килсе лар-ха, тет. — Кам уҫтӑр? Тен, тӑвӑл таврашӗ пулӑшӗ, е тумхахлӑ ҫул-и — мана юлашки канӑҫ кӳрессе шанса тӑратӑп эпӗ». Вӑл хӑйне валли тӑшман суйласа илчӗ те шӑлне ҫыртсах ун ҫине ыткӑнчӗ. Апла пулсан, нацисен прависене хӗсни ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть. «Ҫук-ха, тетӗп эпӗ, унта пӗтӗмпе лӑпкӑ, чунӑм. — Вӑл арпашса ҫӳренӗшӗн эпир айӑплӑ мар. Кам та пулин пирӗнпе лашасем хушшине тӑрсан — вӗлерӗр. Анчах эпир халӗ Вӑтаҫӗр тинӗс тӗлӗнче тӑратпӑр, Турци е Атлантик океанӗ айӗнче мар тесе татӑклӑн калама, хамӑр малтан пуҫласа тухнӑ ҫултан пӗрре те пӑрӑнса кайман пулсан ҫеҫ калама пултаратпӑр. Ҫак вӑхӑтра Джим сулӑ патнелле анса кайрӗ ӗнтӗ. Анчах хулана мӗнле «пирӗннисем» ҫитнине, вӗсем мӗн илсе килнине тата мӗнле запорожецсене ҫыхса пӑрахнине лешсем нимӗн те ӑнланмарӗҫ. Тен унта сыщиксем пулӗ… — тесе хушса хучӗ. Выҫӑскерсем, шӑнса кӳтсе, ывӑнса ҫитнӗскерсем, вӗсем ҫак шӑплӑхра вӑхӑта хӗнпе ирттернӗ. Жухрай ҫывӑхарать. Эпӗ… эпӗ тартӑм. — Астуман та, сирӗн тылсем пурте дивизипе пӗрле тӑраҫҫӗ. Эпӗ вӗсене полк килсе ҫитни ҫинчен пӗлтертӗм, — татах хушса хучӗ Бородин. — Мӗн калаҫмалли пур унта, мучи? — терӗ Лукашка. Эпир пурте «Гамлетри» Полоний евӗр, пӗлӗтсем шӑпах ҫав парӑссене аса илтернипе килӗшрӗмӗр, пирӗнтен нихӑшӗ те лайӑхрах танлаштару тупаяс ҫук. Эпир сире шутсӑрах тав тӑватпӑр. Сирӗнпеле паллашар. Куҫӗ умне чӗтрекен миллионшар хӑйӑр пӗрчиллӗ сӑрӑ каркӑҫ сӑрса илчӗ, вара пӗтӗмпех-пӗтӗмпех вырӑнлӑ, кулӑшла та ӑнлануллӑ пулса тӑчӗ. Кӑна калама йывӑр… «Епле маттур вӑл» — шухӑшларӗ Оленин, казакӑн хаваслӑ пит-куҫӗ ҫине пӑхса. Ҫул ҫинче кунта каласа пама тивӗҫлӗ япала нимех те пулса иртмерӗ. — Отпускра-и? Эпӗ лашана каялла хӑвӑрттӑн ҫавӑртӑм та, нимӗн курман, ним ҫинчен шутламан тата нимрен хӑраман ухмахла хаярлӑх ярса илнипе карт туртӑнса, нухайкка аврине хыттӑн ҫатӑрласа тытрӑм. Каятпӑр, каятпӑр! — Каймастпӑр, — терӗ ӑна майор, — таппа ҫакланатпӑр. Хутран-ситрен, ура ҫине тӑрса, вӑл турӑшсем еннелле авӑна-авӑна сӑхсӑхса, унтан каллех сӗтел хушшине ларса эрех ӗҫнӗ, анчах, ӗҫки, темӗн чул ӗҫсен те, пуҫа пыман. Артем Павка енне пуҫне тайрӗ те палламан ҫын ҫине пӑхса:— Акӑ вӑл ҫакӑ, манӑн шӑллӑм, — терӗ. Николай Иванович хула хӗрринче, пушӑ урамра, кивелнипе халтӑрканӑ икӗ хутлӑ тӗксӗм ҫурт ҫумне тӗкӗнтерсе лартнӑ пӗчӗк ҫеҫ симӗс флигельте пурӑнать. Эсир хӑвӑрӑн хресченӗрсенчен ҫав пусӑ мӗн ятлине ыйтса пӑхӑр-ха. Анчах эпӗ хам хӗр сана ӑраснах кӑмӑлланине курман. Лешсем тӗрӗс каланӑ-мӗн. Николай Антоныч та, немка-француженка та, Лихо та. Лихо каламарӗ-и вара Кораблев пухусенче «крокодилла куҫҫуль» тӑкать, тесе. Витӗр тӗтӗм-хӑрӑм ҫапнӑ пурнӑҫӑмра аллӑмсемпе мӗн чухлӗ тимӗр тыткаланине вара шутласа та кӑларас ҫук! Кунта Литкене вӗлерекен хӳме урлӑ урама каҫса, пӑшалпа пере-пере, Лукьянов тӑкӑрлӑкӗ еннелле тарма тытӑннӑ. Витнӗ хапхасемпе хуралтӑсен хӳттинче, магазинсенче кӑмакасем ҫунаҫҫӗ, танксене юсаҫҫӗ. Павлин пек ҫӳрет; епле каппайланать! Эпир хатӗрленсе ҫитмен-ха. — Ҫаплах пултӑр эппин! Алексей ытти пур ҫынсем пекех пулнӑ. Шанатӑп, эсӗ упа мар вӗт? Ҫав ҫӗршыв патши, унта Озирис турӑ, аслӑ пурнӑҫ параканҫӑ хӑй упранса выртнине пӗлменскер, ҫак питӗ пысӑк йывӑҫран хӑйне валли хӑватлӑ колонна тума хушнӑ-мӗн. «Хӑйӗн райкомри ӗҫне пула, манӑн Леночка пӗтӗмпех алӑран вӗҫерӗнсе кайрӗ, — ҫырать Софья Ивановна, — тата ҫурт пирки те мана ҫапла калать: эпӗ хуҫа мар, кунта эсир полковникпа иксӗр аслисем, эпӗ хваттерте пурӑнаканни ҫеҫ. Мана тӗп хулари ополчени хула ҫывӑхӗнчи ҫирӗм тӑваткал миллӗ пысӑк уйра салтак вӑййисем туса ирттернине час-часах курма тӗл килчӗ. — Мӗн — эп нимӗн те пӗлместӗп! — именсе каланӑ Фома. Кам ҫылӑх ҫинчен нумайтарах шухӑшлать, ҫавӑ пуринчен ытларах ҫылӑха кӗрет; ҫылӑх ҫинчен ан асӑн, вара ҫылӑха та кӗместӗн! Ҫав кунах — ку вӑл юнкунччӗ — Ромашов кӗске кӑна официалла хут илчӗ: «Пехотӑн N-ски полкӗнчи офицерсен обществин сучӗ Ромашов подпоручика ултӑ сехет тӗлне офицерсен пухӑвӗн залне килме йыхравлать. Савельич, пит те кая юлса, ҫине-ҫинех мана инҫетрен кӑшкӑрать: — Ерипентерех, сударь, тархасшӑн хуллентерех кай-ха! Тӑхтӑр, тӳлетӗп. Джордано Брунона Римра 1600 ҫулхи февралӗн 17-мӗшӗнче ҫунтарса вӗлернӗ. Ҫунтарса вӗлермелли вырӑна ӑна пысӑк савӑнӑҫпа ертсе тухнӑ. Малта юн пек хӗрлӗ ялав йӑтса пынӑ. Пӗр кружкӑшӑн сана эпӗ, Джим, ылттӑн гинея паратӑп. Галерейӑ карлӑкӗнчен тӗреннӗ Рада полици мӗнле шыранине тимлесе пӑхса тӑчӗ. Мӗн? Капитан малалла пӑхать, — ешӗл саванна тӗлӗнче вӑрман йӑрӑмӗ палӑрса тӑрать. Мана сирӗн пек ҫынсем кирлӗ мар! Виҫӗ ҫул хушши сутма мар, васкамасӑр, хам валли ӗҫлесен, эпӗ пуринчен ҫиеле тухса чаплӑ художник пулма пултаратӑп». — Пӑхса ҫӳремелле мар, хӑвӑн ҫумламалла. «Кирлӗ пулнӑ вӗт-ха ӑна, шуйттана, ҫав ӗҫе хутшӑнма, — терӗ Чуб, уссийӗсене ҫанӑ вӗҫӗпе шӑлкаласа. Эсӗ пӗчӗк ача мар-ҫке ӗнтӗ. Ҫара вӑл танковӑй училищерен тӳрех пынӑ та вӑрҫӑн малтанхи кунӗсенчех ҫапӑҫма тытӑннӑ, пӗрремӗш ҫапӑҫӑва чикӗ патӗнче, таҫта Брест-Литовск крепоҫӗ патӗнче кӗнӗ. Кашни самантрах вӑл, пӗтӗм пӗвӗпе хутлана-хутлана блиндажа тепӗр снаряд лекессе кӗтет — унтан вара… — Эсӗ, мучи, хӑвшӑн кала. Бронза лампӑн ҫути хрусталь вазисен кӗтесӗсенче тата та уҫӑрах ялтӑраса кайнӑн туйӑннӑ, пӳлӗм уйрӑмах ҫутӑланнӑ. Каллех утма тытӑнса, вӑл сиввӗн те хаяррӑн каларӗ: — Пӑхӑр ӗнтӗ, епле хӑрушӑ япала! — Пӗлместӗп. — Мӗн курӑнать унта, кунтан пӗр чӗрӗк мильӑра? — васкавлӑн ыйтрӗ Дик. Вӗсем чӗнмесӗр утрӗҫ. — Мана халиччен никам та хуса ҫитеймен, — терӗ Тоня, Павел аллинчен вӗҫерӗнсе. Джемма Риккардо еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Мӗнле? Вӗсем кӗрмешнӗ ҫӗрелле утрӑм эпӗ. Кашни утӑм пусмассеренех мӗнпе те пулса чӑлханса такӑнатӑп. Вӗсем айӑпланакана тӳрре кӑларассишӗн янӑраҫҫӗ, чи усал айӑплаканӗ пулнӑ ҫынна айӑплаҫҫӗ. «Ҫаклантӑн-и, ҫӑхан!» кӑшкӑрма пикенчӗҫ ляхсем. Сӗтел ҫинче шурӑ пӗчӗк купасем. Пысӑк ӗҫсене явӑҫнӑ вӑл. Эп халех тухатӑп. Кашни тӗм айнех ларать, явӑл! Станца пуҫлӑхӗ ун хыҫҫӑн хӑваламан. Кӑвайт ҫути ҫырма ҫине хӗрлӗллӗ-сарӑллӑ лаптӑксем пулса ӳкнӗ, вӑл лаптӑксем лӑпкӑ шыв ҫинче те, пӑрахут рубкин чӳречисем ҫинче те вӗлтлетсе тӑнӑ. Шутласа пӗлнӗ тӑрӑх, пирӗн талӑкран та каярах каймалла. Е паянхи каҫ ҫӗрле, е чӑн кая юлсан та, ыран кӑнтӑрла умӗн эпир Мул утравӗ патне ҫитмелле. Эпӗ ҫав наукӑна пӗрре те хурласшӑн мар, чӑнах мӗн пытармалли пултӑр унта, ҫакӑн йышши сӑмахсене: ромбоэдрла кристализаци, раймиасфальтлӑ сӑмала, галенитсем, фангазитсем, молибденсем, тунгтатсем, титанитсем тата циконсем текен сӑмахсене каланӑ чухне темӗнле чӗлхе-ҫӑвар та ҫыхланса такӑнма пултарӗ. Пӗрисем хӑйсен шӑпине парӑннӑ, теприсем майӗпен йынӑшаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ. Мӗн урлӑ-пирлӗ шухӑшламалли? Вӑл нумай ҫулсем каялла, аэроклубра вӗреннӗ чухне, хӑйсен инструкторӗ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнчи ватӑ лётчик, пӗр кӗске ураллӑ пилот педальсем ҫумне пӗчӗк йывӑҫ таткисем ҫыхса хуни ҫинчен каласа панине аса илчӗ. Пирӗн улпут малтанах мӗнле-мӗнле пулассине каласа ҫӳренӗ пулсан та, хӗвел тӗттӗмленме пуҫласан, хӑйӗн те сехри хӑпнӑ, тет. — Эпӗ килӗшрӗм, эпӗ тупа турӑм, сӑмах патӑм, — терӗ ҫӗн ҫын ҫирӗппӗн, ӑна хирӗҫлесе, — князь ман упӑшкам, ӑна хӑтарма хушӑр, мана унпа хӑварӑр. Вӑл ман пурнӑҫа ҫӑлчӗ… Ӑна, ерекен чиртен тарнӑ пек пӑрӑнса, ирттерсе ячӗҫ. Стефчовпа Смион хаджи ун еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗҫ: Каблешков иккен. Эпӗ васкаса ура ҫине тӑтӑм та ачасем патне пытӑм. Манӑн ҫакӑн пек ҫынсем пулнӑшӑн савӑнса мӑнкӑмӑлланатӑп… Тавраран! Ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, ҫавӑн пек пулса тӑнӑ чух вӑл, паллах, салтаксемпе пӗрле разъезд патне каймарӗ. — Сывӑ пулӑр, эпӗ ыран каллех килӗп. Вӑл тек-текех журнала минтер айӗнчен кӑларса каҫхи лампа ҫутинче поручикӑн ҫемҫен кулакан сӑнӗ ҫине пӑхрӗ. Улӑм витнӗ саран тӑрринчи шӑтӑксем витӗр сӑрхӑнакан кун ҫути майӗпен сӳнчӗ. — Мӗскер тунӑ эсир? Вӗсене ӗненместӗр-и? Ну, пӑртак пани аван, тейӗпӗр… Виҫҫӗмӗш кунне вара, ыйхӑран вӑрансан, чылайччен пӳртри кӗтессене пӑхкаласа выртрӗ; анчах кӑлӑхах мӗн те пулин астуса илме тӑрӑшрӗ: пуҫӗ ун ватӑ хыткукар кӗсйи пек, ҫур пус та астарса кӑларса илеймӗн унтан. Июнӗн ӑшӑ кунӗсенче вӑл хӗвел ҫуттине пӗрремӗш хут курнӑ. Ҫав приговора, судри йӑлапа, Пӑвана чаплӑн вуласа кӑтартрӗҫ. Аван!» тесе пырать вӑл, унӑн макӑрас килсе кайрӗ. Волошин майорпа тӗл пулни Лозневойӑн юлашки кунсенчи пурнӑҫӗнче чи пысӑк событи пулчӗ. Мӗнле ӑна пулӑшу парас? Федора ӗҫсӗр пурӑнни пӑшӑрхантарать. Тӑвӑл хӑваланипе ыткӑнакан «Пилигримшӑн» ҫиле хирӗҫле енчен ҫӗр курӑнни карап ҫапӑнса арканассине пӗлтерет-ҫке. Марья Николаевна аллисене Санин тути патӗнчен илчӗ те ун пуҫӗ ҫине хучӗ — вара мӗнпур вунӑ пӳрнипе ун ҫӳҫне ярса тытрӗ. Гаврила ларчӑк ҫинче канӑҫсӑррӑн ҫаврӑнкалама пуҫларӗ. Хапха уҫӑлчӗ те, унтан мӗнпур утлӑ ҫap полкӗсенчен чи чаплӑ шутланакан гусарски полк вӗҫтерсе тухрӗ. — Тӗлленӗ те пуль те, куҫпа мӑчлаттарса илнӗ ҫав. Халлӗхе кайма шутламаҫҫӗ-ха эппин!» Анчах Ерофей Кузьмич ҫавӑнтах чухласа илчӗ: нимӗҫсем кунта хурӑн касас шухӑшпа килмен иккен. Аслӑ Петӗрӗн турӑ ӑсӗ пек ас пулнӑ — вӑл пирӗн хака лайӑх пӗлнӗ! Туйса тӑни улталакан марччӗ мана. Халӗ ӗнтӗ кам юрлани тӗппипех паллӑ пулчӗ. Хӗрачи тухса кайсан, дама мана кӑчӑк туртрӗ. Кунта пурӑнӑҫ райри пек пулӗ. Тата иккӗ юлать, унтан вара тухма та пулать. Унӑн карнизӗсем ҫинче тата чердакри чӳречисем ҫинче те тӗклӗ ураллӑ шурӑ кӑвакарчӑнсем канлӗ юсанкаласа, пӗлӗт ҫинелле пӑхкаласа лараҫҫӗ. Икӗ шӑнкӑрчӑ йӑви ҫакса янӑ вырӑсла хапха урлӑ, ҫирӗп карта урлӑ килкартишӗнчи пӗлсе вырнаҫтарнӑ тӗреклӗ хуралтӑсем курӑнса лараҫҫӗ. Пурне те малтанах шутласа пӑхса, юратса, тӗреклӗ алӑпа туса лартнӑ тейӗн. Пурте ӗмӗрлӗхех ҫӗр ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑн туйӑнать. Ялта ытти килсене пӑрахса кайнӑ пек, хӑйсен килне пӑрахманнине Андрей инҫетренех ӑнланса илчӗ, сӑрт ҫинчен Лозневой патнелле ҫаврӑнса пӑхса, сывлӑшне-йывӑррӑн ҫавӑрса илсе вӑл ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Килтех! Унта пирӗн, Илемлӗ Хӗҫре, пӗр-пӗр тӗме ҫине улӑхатӑн та, улӑхатӑн та вара — турӑҫӑм, мӗнле вара унта? А?.. — Синьорино! Синьорино! — кӑшкӑрчӗ арҫын сасси. Хӗвел ӗнтӗ инҫетри вӑрман тӗлне аялах анса ларма пуҫланӑ. Санӑн ҫакна ӗненес пулать: ман пек ҫынсем тусӗсене сутмаҫҫӗ… — Ӑна вӑл тӗрӗсех тунӑ-ха: ҫамрӑкла авлантӑн-и, ҫамрӑкла ҫӳҫне кастартӑн-и, вӑл ҫавӑн пек, — хирӗҫ пулчӗ Ставри пуп. — Ҫапла тунипе сирӗн нимле ытлашши тӑкак та пулман пулӗччӗ, — терӗ вӑл малалла. Темшӗн вӑл мана хама сыхласа ларнӑ пек туйӑнчӗ, хӑрах куҫӑн, кайӑк пек, пулӑнни пек тухса тӑран ҫавра куҫӗпе сӑнаса пӑхнӑ пек туйӑнчӗ. — Анчах хӑвӑн тара тытнӑ тарҫусемпе кӑмӑлу тулать-и санӑн? Анчах мана сунарҫӑран юлма намӑс вӗт. Вӗсен, ҫак тӳрӗрен те тӳрӗ ҫын хӑйӗн тупӑшӗшӗн ҫӳрет, «Испаньола» унӑн хӑйӗн карапӗ, ӑна вӑл мана виҫӗ хут хакла сутнӑ, тесе ҫирӗплетме йӗрӗнчӗклӗх ҫитет. Ҫак элек суя пулни куҫа курӑнать. Курски ҫӗр улпучӗсем аван ҫыраҫҫӗ вара. — Тӳсес пулать, Олеша. Ним те туман! Ҫиллӗме пусарас ӗҫе эпӗ пӳлӗме тӑрӑх икӗ хутчен уткаласа ҫавӑрӑнтӑм та каллех кресло ҫине лартӑм. Вӑл штаба кайнӑ… Эпӗ шутланӑ пек пулмарӗ, анчах пирӗнтен, пуҫтарса кайнисенчен, нумайӑшӗ партизана кайрӗҫ — ӑна кирек кам та пӗлет. — Мӗн йӑнӑшӗ пултӑр автанӑн? Анчах вӑл ушкӑнта пуринчен ытла хресченсем тӑрӑшаҫҫӗ, вӗсем пӗри те вӗренмен тата политикӑллӑ опытсӑр ҫынсем. Ҫак наркӑмӑш пек хаяр хуйхӑпа асапланакан хӗре кӑштах та пулин йӑпатас тесе, вӑл ӑна аллинчен тытса ачашларӗ. Пурте — павлин пек, эпӗ — тӑмана пек… Ҫапла эпир сунарҫӑ патне ҫитичченех ҫакӑн пек ӑссӑр сӑмахсем калаҫса пытӑмӑр. — Эпӗ! Хохол мана хулпуҫҫирен ҫавӑрса тытрӗ: — Тӑхтӑр… Мана пӑр ҫапса йӑвантарса ячӗ те, ман ҫине теннис мечӗкӗ пысӑкӑш пӑр пӗрчисем ӳкме пуҫларӗҫ. Дик Сэнд, хӑй тепӗр тесен те, темле ӗнтӗркесе кайнине туйрӗ. — Халь кӗлле чан ҫапаҫҫӗ… пуп чиркӳре… тата васкамалли те питех ҫук, тен, иртсе кайӗ. Том ҫырма пӗлнинчен тата унӑн питех аван стильне курса, Гекльберри хӗпӗртесе ӳкрӗ. — Ҫук. Куракансем шавланӑ: вӗсем Деннин спортсменла йӑлисенчен тӗлӗннӗ. Костыльсем пӗр пек марччӗ. Икӗ планети те калӑпӑшӗпе Ҫӗртен 60 хут пысӑкрах. Вара вӑл:— Ҫумӑр, ҫил, — сивӗ! Тепӗр каласан, пур ҫӗрте те лайӑх. Вӗсем манӑн пулнӑ. Мӗнле хӗҫ-пӑшалпа ҫапӑҫассине суйласа илесси манран килнӗ чухне унӑн пурӑнӑҫӗ те ман алӑраччӗ, хамшӑн пулсан нимӗнле хӑрушлӑх та ҫук пекехчӗ: эпӗ ҫапах та пеме килӗшмерӗм, эпӗ ӑна, шеллесе, перессинчен пӑрӑнтӑм теме те пултарӑттӑм, анчах суяс килмест. Пӗр-пӗр мыскара шухӑшласа кӑларӑпӑр-и е ҫук-и? Вӗсем ак ҫакна пӗлчӗҫ: утравӑн тӑршшӗ виҫӗ миле яхӑн, сарлакӑшӗ чӗрӗк миле яхӑн пулать, ӑна чи ҫывӑхри ҫырантан пӗр икҫӗр ярд сарлакӑш шыв пырӗ уйӑрса тӑрать. Эпӗ те, Марья Ивановна та вӗсенчен хамӑр шухӑшӑмӑрсене пытарма тӑрӑшман, ҫакна пула эпир вӗсем пирӗнпе килӗшессе малтанах шанса тӑнӑ. Эсир ӑна ман чухлӗ пӗлейместӗр-ха. Темӗн-темӗн каласа тултарма та пултарать вӑл сире, хӑвӑр ӑҫта кайса кӗрессине те пӗлеймӗр. — Акӑ, тытап та сана — ҫапса вӗлерӗп! — усаллӑн каланӑ Фома, чышкине чӑмӑртаса. Хӑш-пӗр утрав ҫинче авалхи-авалхи кӑнттам пӑс машинисем халӗчченех ӗҫлеҫҫӗ. Ну, юрать, юрать! Мана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп тӑхӑнтарчӗҫ, ҫиелтен тилӗ тир кӗрӗкӗпе витӗнтерчӗҫ. Пӗр ик-виҫ минутӑран пуҫлӑхӗ хӑйӗн юлташӗсем патне каялла тавӑрӑнчӗ: лешсем халь те алӑк патӗнчех тӑнӑ. Вӑл мӑнтӑркка пӳрнисене, темле ҫӑмлӑ хуртсене, купӑста хурчӗсене аса илтерекен пӳрнесене сиккелеттерсе, вӗсем калаҫнине итлет. Сивӗ тытнӑ пек чӗтренӗ хӑй, хӑҫан тул ҫутӑлӗ-ши тесе ҫеҫ кӗтсе выртнӑ. Вилме те… Ҫак вырӑн ӑҫтине те калӑттӑм сана, мӗншӗн тесен эпӗ сана пӗтӗмпех шанатӑп, анчах ыттисем хӑйсене те каламаншӑн ҫиленесрен хӑратӑп, — терӗ вӑл. Ҫавна йӑлтах Ефимушка турӗ, тутар хӗрӗ ҫамрӑкскер, тет, Касимов хулинчи тӑлӑх хӗр, ярмаркӑна килнӗ, тет. Вӑл хӑйӗн ҫухи ҫийӗпе хутлам пулса ҫакӑннӑ пӑхӑр тӗслӗ ҫара та мӑнтӑр ӗнсине хыттӑнах ҫапса илчӗ. Чирлӗ ҫын Г. ҫинчен. Вӑл тӑнлӑ каччӑ, кунти ӗҫсене тума пултарать. Елена пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ. Иван Кузмич, кун пек ыйтӑва кӗтменскер, пӑтрашса кайнӑ, вырӑнсӑр сӳпӗлтетме тытӑннӑ. — Каяр, Дмитрий. Астӑватӑп, ытти ҫӗршывсенче пурӑнакан ҫынсемпе вӗсен шухӑш-кӑмӑлӗсем тата йӑлисем ҫинчен калаҫнӑ чухне ӑна ҫав ҫынсем суйса улталама пултарни ҫинчен каласа парсан, вӑл хӑй ӑс-тӑнлӑ пулсан та, эпӗ мӗн каланине аран-аран ӑнланкаласа илетчӗ. Ачасен ҫуртӗнчен тарасси питӗ сайра пулать тенӗ пек ӑнлантӑм эп ӑна, питех сайра та мар, тесе пӳлсе каласшӑнччӗ хам. — Хӑлхасӑр мар-ха, чӗлхесӗр, хӑлха илтет пулин те чӗлхесӗр пулнӑ чир. — Курӑка ҫунтарса янӑ. Пӗррехинче атте мӑн пата питӗ кӑмӑллӑ пырса кӗчӗ; ун пек вӑл тахҫантанпах пулманччӗ; вӑл, тухса кайма хатӗрленсе, шпорӑсем тӑхӑннӑччӗ ӗнтӗ. Анчах ҫапах та сӳнми хастарлӑха ҫухатман. Ҫирӗм тӑватӑ ҫулхи вӑйлӑ тимӗрҫӗ, мускуллӑ молотобоец, вӗсене хӑйӗн арӑмне памарӗ. Энскран шкула таврӑнсан, эпӗ лӑп та шӑп ҫакнах тӳссе ирттертӗм. Амӑшӗ ним чӗнмесӗр ӑна аллинчен тытса сӗтел патнелле туртрӗ, юлашкинчен вӑл Андрея пукан ҫине лартма пултарчӗ. Вӗсем иккӗмӗш курс студенчӗсем пулни пӑхсах паллӑ, университетра та хӑйсене килти пекех тыткалаҫҫӗ. Кӑна ӗнтӗ ман ҫинченех каланӑччӗ-ха. — Ҫакӑн пек сӳрӗккӗн тӑма тивӗҫ ҫук сирӗн! — Хамӑра-хамӑр хӗрхенместпӗр те, пире кам хӗрхенӗ?.. Темиҫе хутчен те хӑтланса пӑхрӑм, анчах ҫавӑнтан ним те тухас ҫуккине куртӑм. Ман шухӑшпа ҫав самантра вӑл хӑйӗн Карагезне те аса илчӗ пулмалла… Калӑр ӗнтӗ, — кӑмӑллӑн кулса илчӗ вӑл. — Хӑратас терӗм сире… Ихӗрнине хирӗҫ хуҫи ҫивӗччӗн те ҫухӑрашса кулни илтӗнсе кайнӑ. Килте нихӑҫан та ун пек кулман вӑл. Тарнӑ каторжниксен утаманӗпе куҫа-куҫӑн тӑрса, ырӑ та йӑваш кӑмӑллӑ хӗрарӑм икӗ сехет ирттерчӗ. Ав ун лаши чупса килчӗ… Анчах Гленарванпа унӑн юлташӗсене укҫа парса тытнӑ ҫынсем мар, курайман тӑшмансем, тавӑрасшӑн ҫунса тӑракансем сыхлаҫҫӗ. Вӗсем хӑйсене хураллама хушнӑ ҫынсене аллисемпе урисенчен ҫыхса лартманни те ҫирӗм хуралҫӑн куҫӗ умӗнче нимле тарма та май ҫуккине анчах пӗлтерет. Йӳтетсен-йӳтетсен, король герцога парӑнтарчӗ, лешӗ вара унпа килӗшрӗ, анчах пурпӗр ҫапла хушса хучӗ: — Леш ҫӗрҫӑтман тухтӑрӗ ялан куҫа тӑрӑннӑ ҫӗртех ҫак хулара юлни ӑссӑр хӑтланни кӑна пулать! Халӗ ӗнтӗ, ҫакна Кораблев туманнине пӗлсен, тухса каймасан та юратчӗ пулӗ. — Аха! Чун варӗнче мӗн кӑна вӗресе тӑратчӗ-ши, ҫавӑ тинех капланса ҫитсе татӑлчӗ те вӗри куҫҫульпе шӑранса тӑкӑнчӗ. Эсир хӗҫлӗ республика тӑватӑр, эпӗ ӑс-тӑнлӑ ҫынсен республикине тӑватӑп… тунӑ пулӑттӑм, — тесе тӳрлетрӗ вӑл юлашки сӑмахне. — Ӑсран кайран пуль эс, хаджи бай! — кураймасӑр сиввӗн каласа хучӗ Стефчов. Санин кӳренчӗ. Шхуна экипажӗнче пилӗк ҫын; вӗсем пурте Дани ҫыннисем. — «Совет Арктикинче» тетӗр-и? Тӑхлан ҫумӑрӗ айне пулнӑ большевиксен цепӗсем ҫын тӳсес ҫук йывӑрлӑхсене чӑтайман пирки чакаҫҫӗ, хускалман утсене хире тӑратса хӑвараҫҫӗ. Паян хула ҫине снарядсем пикенерех, тата час та часах ӳке-ӳке ҫурӑлаҫҫӗ. Тупӑсем вӗҫӗмсӗр кӗрленине пула, сывлӑш пӗр канӑҫсӑр чӳхенет. Ҫӳллӗ завод труби ҫинчен — большевиксен цепӗсем, такӑна-такӑна, анчах ниепле вӑйпа та тытса чарайми малалла пыни курӑнать. Вӑл эпӗ таврӑннине пӗлнӗ иккен. Саня ӑна телефонпа пӗлтернӗ. Эпир нимӗн шарламасӑр пыратпӑр. Сайра-хутра, ҫак шӑплӑха хускатмасӑр, ула кураксем вӗҫе-вӗҫе иртеҫҫӗ. Амӑшӗ хӗрарӑм ҫине пӑхса илчӗ, ку вӑл — Самойлова; кӑшт аяккарахра унӑн упӑшки, кукша пуҫлӑ, сарлака хӗрлӗ сухаллӑ, кӑмӑла каймалла ҫын ларать. Астӑватӑп-ха, хам хӳтӗлекен пӗр-пӗр шухӑш маншӑн ытлашши хаклах та марччӗ, эпӗ вӑл шухӑша тепӗр чухне пӑрахма та пултарнӑ, анчах арӑм шӑп кӑна манӑн шухӑша хирӗҫ пулатчӗ те, эпӗ ӑна ниепле те пӑрахма пултараймастӑмччӗ, мӗншӗн тесен парӑнни — арӑма парӑнни пулса тухать. «Индеец!» тесе Техасра ачасене хӑратнӑ; индеецсем ҫинчен каласа кӑтартнисен ачасене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшӗсене те ҫывӑрма канлӗх паман. Лаша пар та, тухса кайтӑр пӗрех хутчен ҫӑва патне. Пӗлетӗр-и мӗн: халӗ эпӗ сире (вӑл пиҫиххийӗ хыҫне чиксе хунӑ эмаль сехечӗ ҫине пӑхса илчӗ)… виҫӗ сехетчен яратӑп… Арӑмлас умӗн вӗсем ӑна чӗлхе айне хураҫҫӗ, вӑл вара вӗсене пулассине курма пулӑшать. «Мӗн мӗнли? Кунта вара Давыдов тарӑхсах кайрӗ — вӑл сӗтел хушшинчен хыпаланса тухрӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Эсир мӗн, хуторӗпех ухмаха тухрӑр-им-мӗн? Хӑйсем час-часах хӑратнипе эпӗ ялан вилӗм кӗтсе пурӑнтӑм. Мӗнле маннӑ-ха эпир ӑна? Хам ӑшра шутласа выртатӑп вара: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмахраххи паллӑ мар-ха — шӑлне шатӑртаттараканни-и е сӑпкари макӑрман ача пек шӑппӑн та лӑпкӑн ҫывӑраканни-и». Ана валли эпир вӑрманта чуста ҫӑртӑмӑр, пӗҫерессе ту унтах пӗҫертӗмӗр; йӑлтах йӗркеллӗ турӑмӑр темелле, анчах пӗр кунта пулмарӗ ку ӗҫ: виҫӗ чара сӑнӑх пӗтертӗмӗр, кукӑльне пӗҫернӗ чух алӑсене пӗҫертсе ятӑмӑр, куҫсене тӗтӗм йӳҫӗхтерчӗ; пӗлетӗр-и, пире кукӑль тулӗ кӑна кирлӗ-ҫке, анчах пушӑлла вӑл ниепле те тытӑнса тӑрасшӑн мар, лапчӑна-лапчӑна анать. Ҫи, пӗчӗк улпут, ҫи… — Хапха? — хытса кайсах ыйтрӗ карчӑк. — Ну ӗнтӗ, ку ытлашширех те… Ахӑрнех, эсир пуль майор? Пӑлхав пуҫланчӗ! — тесе кӑшкӑрашрӗҫ вӗсем. — Йӑлмак вӑл — … Пӗр сӑмахпа каласан, санӑн пӗлме кирлӗ мар ӑна. «Малалла илсе кай!» терӗ ҫирӗппӗн Тарас. Жид пӑхӑнчӗ. Ӑн пӑтранчӑклӑхӗ витӗр Лось ҫапах та тӗшмӗртет: аппарат ҫаврӑннӑ та — Ҫӗр туртӑмӗпе карланкипе малалла вӗҫет. Эсӗ те Сталинах мар, ыттисем пекех йӑнӑшнӑ пулӑттӑн, факт! Акӑ мӗнле пулчӗ вӑл. Якӑр сӑнчӑрӗсем чӑнкӑртатни тата команда ҫуйӑхни Фомана ыйӑхран вӑратнӑ; вӑл чӳречерен пырса пӑхнӑ та, аякра, сӗмлӗхре, пӗчӗк хӑй ҫутисем йӑлтӑртатнине курнӑ; шыв, ҫу евӗр, хура та ҫӑра пулнӑ — урӑх нимӗн те курӑнман. Стойко пичче малтанласа кӑшкӑрашрӗ, йынӑшрӗ, унтан мӑштах пулса тӑчӗ. Ӑна асаплантаракан жандарм чӑм шыва ӳкрӗ, вӑл ӗшенсе ҫитрӗ. — Урӑ ҫӳрени вӑл питӗ аван, тетӗп эпӗ. Мӗне пӗлтерет-ха уншӑн 10–12 километр каяс тени? — Нумай ӳснӗ эсӗ, Илья, — терӗ ашшӗ. — Пулмасӑр, комбат юлташ, умран юличчен! Ку — Остап, ватӑ утаманӑн юлашки «ҫуртне» упраса пурӑннӑ кил хуҫи иккен; вӑл господасем патне ҫывхарчӗ те, хускалми куҫӗсемпе ҫӳлелле пӑхса, ҫанталӑк иртӗхнӗ пула, куракан куҫсенчен те ҫӗршер ҫул хушши пытарӑнса тӑнӑ чул ҫинчи сӑмахсене пӳрнепе хыпашласа вулакан ҫамрӑк ҫине чунтан тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Ятлаканнисене никама та ан итлӗр. Ҫавӑнпа та отряд халӗ ывӑннинчен кӑна мар, ҫиме ҫуккипе те питех те аптӑрать. Кӑштах ларап та ак вӗсене улӑштарма каяп… «Каллех ман ҫӑлтӑр тухмасть-ши?» — вӗлтлетсе илчӗ Санин ӑшӗнче. Урӑх ҫынсенчен никам та ҫав паллӑна лартмалла мар, енчен кам та пулин ӑна лартма хӑять пулсан, шайка ӑна суда парать; енчен вӑл, итлемесӗр татах лартать пулсан, ӑна вӗлермелле. Вак буржуй чун-чӗри сӑмахпа каламалла мар хытӑ пӑтрашать, — мӑкӑртатрӗ Нагульнов, сывлӑх сунса алӑ тытнӑ хыҫҫӑн. Шубин ун хыҫҫӑн кайрӗ. Кирлӗ пулсан, мана туртса ҫакма та пултаратӑр. Эпӗ шухӑшларӑм-шухӑшларӑм та ҫапла тӑвас терӗм: килтен тухса кайнӑ чухне хампа пӗрле пӑшалпа вӑлта илетӗп. — Сирӗнпе килӗшместӗп эпӗ, — тесе тавӑртӑм ӑна, — мундирпа вӑл тата кӑшт ҫамрӑкрах пек курӑнать, — терӗм. Пӗр лаши ҫине ҫӳллӗ Янкель утланнӑ. Ҫав амакпа чирлет вӑл: мӗнпур пурлӑха улӑштарса та сутса ҫеҫ пурӑнӗччӗ. Амӑшӗ, унӑн ҫамкипе питҫӑмартине чуптуса, чӗнмесӗр тӑчӗ, хӑйӗн аллисем чӗтрерӗҫ. Ҫулла вырӑс тинӗсӗсем тӑрӑх вырӑс карапех ишсе ҫӳресе хуласене тупӑсенчен пени ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Ҫавӑнпа та пӗтӗм ҫак кӗске ыйӑх акӑ мӗн валли: вилӗм, уйрӑлу, унтан каллех — пӑрлӑ кристалсен вӗҫевӗ». — Кам кама савать, ҫавна хурать, — терӗ Неда Ляговичина. Кашни кунах вӑл, класра ларнӑ чухне, сӗтел ещӗкӗ ӑшӑнчен пӗр темӗнле кӗнеке турта-турта кӑларнӑ та вӗрнекенсем урок каламан хушӑра ӑна вуланӑ. Макар шуйттан пек ӳпрем вӑл, ват супнӑ фельдшерӗ вара унтан та хушӑрах. — Пирӗн, Гек, анчах йӑлтах пирӗн мар-ха. Пурӑнӑҫ ахаль те мана ҫыхӑнусӑр, тулӑксӑр пек туйӑнатчӗ, унта кирлӗ мар вак-тӗвексем ытла та нумайччӗ. Каласа парӑр!.. Приказсӑрах пӗлетпӗр эпир. Этем ӑсӗ — мораллӗ ӗҫе-хӗле пуҫаракан ниме тӑман хевтесӗр вӑй ҫеҫ! Темиҫе йӗппи ман пите те пырса тӑрӑнчӗ те, эпӗ ӑна часрах алӑпа хӳтӗлерӗм. Унтан вӑл куҫӗсене темиҫе хутчен аллипе шӑлса илчӗ те пӳрте кӗчӗ. Тепӗр минутран алӑк уҫӑлчӗ те, пӳлӗме, пысӑк патнус йӑтса, Соломон кӗчӗ. Эрешленӗ тӑрнаккай пӳртӗн чалӑш мӗлки тусанлӑ урам урлӑ каҫнӑ та тепӗр ҫуртӑн аялти пайне ҫапӑнса хутланса ӳкнӗ. — Клуб тӑвасчӗ — вӑт лайӑх пулӗччӗ! — хуравлас вырӑнне шухӑша кайса, ӗмӗтленме пуҫласа шӑппӑн каларӗ Давыдов. Мана Нюрка пулӑшман пулсан, эпӗ тахҫанах тупӑка кӗрсе выртнӑ пулӑттӑм. — Итлесе ларатӑп та хам ҫинчен шухӑшлатӑп… Маларах асӑннӑччӗ-ха, ҫар канашӗ кунта ҫӗрле тата вунӑ ҫын ярса панӑччӗ, чавнӑ окопсем пурне те вырнаҫса тухма ҫитмерӗҫ. Куратӑп: тупӑк хупӑлчи ӗнерхи пекех выртать, анчах унӑн айне пӑхма хӑяймарӑм, мӗншӗн тесен пур енче те халӑх. — Кирлӗ мара ан пакӑлтат, Шурочка! Васканипе эпир тупӑ ҫинчен вуҫех манса кайнӑ. Ҫак ҫӗршывӑн чи паллӑ та паха япаласем ҫӗр ҫийӗнче мар, ҫӗр айӗнче, — терӗ вӑл. Вилнӗ ҫын ҫинчен калаҫмалли ҫук, пире дублонсем кӗтеҫҫӗ. Ыранах, ыранах, ыйтатӑп сире… Сайра-хутран ку шӑплӑха, хӑранипе темиҫе пӗр харӑс пере-пере янӑ пӑшал сассисем татса хураҫҫӗ: секретсем пӗр-пӗрне хыпашлаҫҫӗ. Леноре фрау пурӑнса курнӑ хӗрарӑм тата амӑшӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне Санина тӗрлӗрен ыйтусем парса пӑхма тивӗҫлӗ тесе шутларӗ; Санин вара ирхине Джеммӑпа тӗл пулма кайнӑ чух ӑна качча илесси ҫинчен аса та илменскер, — чӑнах та, вӑл ун чухне нимӗн ҫинчен те шутламан, Джеммӑна юратнине ҫеҫ туйнӑ, — авланакан мӗн тумаллине питӗ лайӑх тума — ҫав тери хӗрсе кайсах тытӑнчӗ теме те юрать, — кашни ыйту ҫинех тӗпӗ-йӗрӗпех те киленсе ответлерӗ. Эпир хӑҫан та пулин унӑн тепӗр вӗҫӗнчи ҫыранне ҫитсе курӑпӑр-ши? Ӑна ҫав, хӑйӗнчен уйрӑлма пӗлмен шухӑш канӑҫ памасть. — Шурочка, ӑна куҫӗсенчен тӳп-тӳррӗн пӑхса, ун аллисене иккӗшне те тытса илчӗ, вӗсене хыттӑн хӗссе лартрӗ. «Пӗрне-пӗри петӗмӗр эпӗр». Йытӑна киленсех айкашсан та, Джек унчченхи тусӗнчен — Дик Сэндран — сивӗнмерӗ. Аннепе пурӑнатпӑр. — Лаша пар! — терӗ Лозневой, крыльца ҫинчен хӑвӑрт анса. — Куратпӑр, — ответлерӗҫ ӑна ыттисем, тӑрӑхларах кулса. Эпӗ кӑшт ҫеҫ хускалтӑм та, вӑл пӗр тайлӑн ярӑнса пыма пӑрахса, хум тӑрринчен аялалла ыткӑнса анчӗ, унтан шыва сирпӗтсе аякӗпе тепӗр хум ҫумне пырса ҫапӑнчӗ. Сеньор Джеральд. Тихон хуҫана, чавсинчен тытса, ура ҫине тӑратрӗ те садалла илсе кайрӗ. Ӑна ниҫта та кураймарӑм. Ывӑлне ӑсатса ярсан, салхулӑн пӑхса, алӑк патнелле утрӗ. Святой Патрик, эпӗ мӗскӗн, ҫылӑхлӑ, пӗтнӗ ҫын! Ку озеровецсен залпӗ пулчӗ. Сухая Поляна патӗнчи ҫапӑҫура вилнӗ юлташӗсемпе сывпуллашнӑ май, озеровецсем вӗсен виле тӑпри ҫинче залп пачӗҫ иккен. Йӑлтах шӑп пулчӗ. — Ан калаҫ-ха, Том, ытла айванла япала ку! Эпир вӗт маларах Олеҫҫӑпа ялта пурӑннӑ, унтан вара… — Пӗлетӗп, пӗлетӗп, асанне, илтнӗ ун пирки… Анчах сӑмахӗ вырӑнне аран илтӗнмелле йынӑшу сасси тухрӗ, куҫ хӗрринче куҫҫулӗ йӑлтӑртатрӗ…» Мӗншӗн тетӗр? Плутон хыҫӗнче те планетӑсем пур-ши? Анчах пӗлӗт татки лашасене пӗр самантрах пӑрахса хӑварать те, никама шеллемен хӗвел каллех пампассен известлӗ ҫӗрӗ ҫине вутлӑ ҫумӑр тӑкма тытӑнать. Манӑн чунӑмсем, тӑван ачамсем!.. Кунта вӗт ҫӑлӑнас ӗмӗт те паллӑнах курӑнса тӑрать. Ӑнланатӑн-и, кӗлт ҫеҫ, халӗ куратӑн-и, мӗн пулса тухнӑ. Унӑн утти те, хусканӑвӗсем те арҫыннӑнни пекрех, вӑл ҫӑра та хура куҫ харшине ҫиллессӗн пӗркелет, калаҫнӑ чух турӗ сӑмса ҫунаттисем сиккелесе тӑраҫҫӗ. Шӑпах ҫак тӗлӗшпе килӗшместӗп те ӗнтӗ эпӗ леш организаципе. — Мӗнле ҫын вӑл? — Пырса лексенех ниушлӗ ыратмарӗ вара? Унӑн хӗп-хӗрлӗ, хулӑн пичӗ пурнӑҫ ҫитнӗн, телейлӗн ҫутӑлса илчӗ: хӑй вӑл шав тутисене тутлӑн ҫуласа ларчӗ. Дубровский, француз хучӗсене туяннӑскер, Троекуров патне пӗр шиксӗр пырса кӗрсе, ун патӗнче пурӑнма пуҫланине куртӑмӑр ӗнтӗ эпир… Ку пирӗншӗн пит кирлех те мар. — Джеймс тенкеле сӗтел патӗнчен аяккарах шутарчӗ те, ҫилленме те манса Артур ҫине кулянса пӑхрӗ. Вут патӗнче ӗҫлекен пиратсенчен пӗри пире, ирхи апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Эпир вут ҫывӑхне хӑйӑр ҫине лартӑмӑр та, ӑшаланӑ сысна ашне ҫиме тытӑнтӑмӑр. Халь Джек хӑйне чылай аван туйрӗ. Ку сӑвва Пушкин ҫырнӑ-тӑр. — Шутсӑр ӑшӑ, чӑнах вӗт? Тӑрантас тапранчӗ те часах куҫран ҫухалчӗ… Пухуран Давыдов Разметновпа пӗрле тухрӗ. Унтан татах икӗ йӗкӗт килчӗ, — вӑсем ача темелле-ха. Юлашкинчен вӗсем хирӗҫ тӑнине те ҫӗнтерчӗҫ. Ун ҫывӑхӗнче икӗ енче те вӑрӑм кӑна кӑвак плащ тумтир тӑхӑннӑ икӗ ҫамрӑк клир ҫынни священник пекех чӗркуҫҫи ҫинче тӑраҫҫӗ. Вӗсем аллине шурӑ чӗнтӗрле шемизетка тата кадила тытнӑ. (Ҫав йывӑр кунсенче йӗрлекен ушкӑнсенче пуринчен ытла черкессемччӗ, вӗсем вӗшле йытӑпа ҫӳретчӗҫ, йыттисене ҫынна тапӑнма вӗрентнӗччӗ). Сентябрӗн 2-мӗшӗ Каҫ, вунпӗр сехет. Ҫамрӑк пулнӑ пирки хӑйне ҫеҫ юратни тата ҫӑмӑлтарах шухӑшлӑ пулни ӑна амӑшӗ хуҫалӑха мӗн тери йывӑрлӑхсем тӳссе, чееленсе тытса пынине курма май паман, унӑн шӑлне — йывӑр кӑмӑллӑ, чӗмсӗр гимназист — ҫакна вара татах та сахалтарах туйнӑ. — Тӑхтӑр-ха, тусӑм! Боевой подразделенисем хыҫҫӑн тылрисем васкаҫҫӗ. Эпӗ укҫана ниепле те каялла илеймерӗм. Валаам та илеймерӗ. Вӑл эпӗ Энскине килсе кӗнинчен те тӗлӗннӗ, уншӑн вара чӗреренех хӗпӗртесе ӳкнӗ иккен. Ҫапла, вӑл вилет, ӑна каҫарма пулать», — хӗрхенекен ыр кӑмӑллӑ ҫын пулма тӑрӑшса шухӑшларӑм эпӗ. Кубиксемпе виҫетпӗр ӑна. Халӑх ерипен саланчӗ. — Нивушлӗ аллӑ ҫын? — тесе пӗрре те ӗненмен пек ыйтрӗ майор. — Пӑхма вӑл ҫав тери драматизмла сӑн-сӑпатлӑ. Ӗлӗкрех эпӗ вӗсен улпучӗ патне ҫӳрекелеттӗм. Хыпашласа вӑл Аэлита хул пуҫҫине тупрӗ, ҫав самантрах тути ҫинче унӑн сывлавне туйрӗ. «Ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ, Иван Никифорович». Хӑлхинче ҫаплах-ха пульӑ шӑхӑрни те аслати кӗрлени янӑраса тӑратчӗ-ха. Эсӗ мӗн апла, э? Киле чупса кайрӑм та кантура шал енчен питӗрсе илтӗм, хӗрлӗ сургучне сыхланса кӑна хӑйпӑтрӑм, кампиртӗнче мӗн пуррине кӑларса илтӗм, унта урӑх хаҫат чикрӗм, ал айне ҫакланнӑ пӗлтерӗве чиксе хутӑм. Тӗрӗксем ухмахсем-ҫке вӗсем, ху пӗлетӗн… Унӑн халӗ кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ вӑхӑт. Унӑн хурарах сӑрт пек хӑпарса тинӗсре выртакан ӳт-пӗвӗ утрав евӗрлех курӑнса тӑрать. Крыльца ҫинче Половцев ӳсӗр ҫын пек сулӑнса кайрӗ, кӗҫех пӗшкӗнчӗ те тытма ҫине ҫунӑ мамӑк пек ҫӗнӗ юр ҫине ӳпӗнчӗ, пикенсех ӑна хыпма пуҫларӗ. Давыдов хӗрелсе кайрӗ, ҫан-ҫурӑмӗ пӗҫерсе илчӗ. Акӑ хӗрарӑмӑн салхуллӑ куҫӗсем каллех Тельмарш ҫине пӑхма пуҫларӗҫ. Вӗсем хӗрсе кайнипе унӑн хакне татах та ӳстернӗ пулӗччӗҫ, сасартӑк кунта пӑхса тӑракансенчен пӗри ҫапла каласа хучӗ: «сирӗн тавлашӑвӑра вӑхӑтлӑха чарма ирӗк парӑр-ха. Манӑн, тен, ҫак портрета туянма тивӗҫлӗхӗм ытларах», терӗ. Акӑ, эсӗ хӑвна вӑрҫӑра мӗн те пулин пулма пултарать, тесе ҫыратӑн. Анчах та ҫакӑнта, «окопсем ҫинче» мана мӗн те пулин пулсан, эпӗ сусӑрланса чӑлах пулса юлсан, эсӗ мана пӑрахӑттӑн-и вара? Декабрь вӗҫӗ. Ҫав тери тӳлек те мӑнаҫлӑ ҫак шӑплӑх, ҫавӑнпа та вӑрманта ирхи сасӑсем пурте уҫӑмлӑн янраҫҫӗ: ҫывӑхри уҫланкӑра выҫӑ кашкӑрсем харкашни илтӗнет, тилӗ асӑрхануллӑн вӗркелет тата халӗ ҫеҫ вӑраннӑ улатакка хӑюсӑртараххӑн шаккама пуҫлани вӑрман шӑплӑхӗнче ҫав тери янравлӑн та илемлӗн илтӗнет; кайӑк йывӑҫ вуллине мар, ҫӳхе сӗрме-купӑс хӑмине шакканӑн туйӑнать. Хӗвел Ҫӗртен пӗр еннелле, Юпитер тепӗр еннелле пулсан, шӑпах тепӗр майлӑ пулса пырать: Хӗвел Ҫӗре хӑй еннелле, Юпитер хӑй еннелле туртать, ун чухне вара Ҫӗрӗн Хӗвел патнелле туртӑнса тӑрасси кӑштах вӑйсӑрланать. Ӑна ниҫта та шыраса тупаймаҫҫӗ. Гэндспа О`Брайен айвансем пулнӑ. Сывпуллашма тытӑнчӗ. «Эх, чунӑмҫӑм, эп мӗн тери асапланнине тата ху килсе ҫитнишӗн мӗн тери хӗпӗртенине пӗлсенччӗ эсӗ…» — Ман ыйӑха татрӗ, ҫӗр ҫӑтманнӑскер! Пӳлӗме хваттер хуҫипе квартал надзирателӗ кӗчӗҫ. Пуян хӑйӗн патне ыйткалакан кӗнине юратмасть пулсан, чухӑнсем хуҫа кӗнине унтан та ытларах юратмаҫҫӗ. Вӑййа пит те чаплӑ хатӗрленнӗ — ҫавна фургон ҫине тиекен ӗҫме-ҫиме тем тӗслӗ те пит нумай пулнинчен те пӗлме пулнӑ. Вӗсем площаде чиркӳ патне пырса тухрӗҫ. Вахтенныйсем судно ман енне тӑнӑ та, утрава курасса шанса, тинӗселле пӑхаҫҫӗ. Ну, халӗ мӗнле — ташлама вӗрентӗн-и ӗнтӗ? Инҫетре икӗ тӑрӑллӑ ту курӑнать — икӗ хӑйсене уйрӑмла скалӑллӑ тӳпесем хӗвел ҫинче ҫуттӑн йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Пурпӗрех вӗлеретӗп ачине! — терӗ салтак ҫӳхе сасӑпа. — Вӗсем пирки. — …Пӗтӗм тӗнче масштабӗпех ҫавна туса хуратпӑрах эпир. Ҫук, эпӗ сире питӗ лайӑх пӗлетӗп, питӗ лайӑх!.. Хӗҫӗсене йӗннисенчен кӑларса, манпа юнашар икӗ гусар ларчӗҫ те, мӑн ҫул тӑрӑх чуптартӑмӑр. Вӗрессе вӑл тӗлӗнмелле, хӑркӑлтатса, ҫӑварне аш тултарнӑ тискер кайӑкла вӗрнӗ. Халӗ вӗсем, ҫунса хӑрнӑскерсем, юр айӗнчен хуп-хуран курӑнаҫҫӗ. — Эсир пӗлместӗр-им, Джордж мистер? — тет Джек. Чаршав карӑнса анчӗ. — Пырса тӗкӗнмест ҫав… — Роберт! — тесе кӑшкӑрчӗ Гленарван. — Эй, мӗскӗн! — Кала-ха, Антун, аттепе Троекуров хушшинче мӗнле ӗҫ пулнӑ вара? — Тоньӑн тӗлӗннипе куҫхаршийӗсем ҫӗкленчӗҫ. Вӑл тӗл пеме ӑста, пӳлӗмӗнчи стенисене те йӑлтах хӗҫ-пӑшал ҫакса тултарнӑ; персе амантнӑ ҫынсене хӑех сиплеме пултарать, хӑй те персе амантма ӑста, ятлаҫма тесен вара — артист пек пултарать. — Виҫӗ сехет, — терӗм эпӗ. — Хисеп Мигуна! — терӗ Баринов тӑрӑхласа. Сталинградрипе Куйбышеври гидроэлектростанцисем иккӗшӗ кӑна ҫитмӗл пилӗк миллион ҫын ӗҫленӗ чухлӗ энерги тума пултараҫҫӗ. Пӗр старик вара:— Вӗсем Лантенака тытса илсен, ним те тухмасть, пурте пӗтет, — терӗ. Эпӗ хам та тахҫан юнкер пулнӑ-ҫке. Ҫав вӑхӑт, чӑнах та, пурнӑҫӑмри чи лайӑх вӑхӑтчӗ! — Каятпӑр та-и, тен, — терӗ ӳркенӳллӗн Аркадий. Хуйхӑллӑ хыпарсене Джемма ҫыру вӗҫне хӑварнӑ. Хӑратӑп лӑпкӑ ҫынсенчен… Ку вӑл тӳсӗмлӗ халӑха хускатса янӑ пӑлхавсем хыҫҫӑн пӗр виҫӗ ҫултан, апрель уйӑхӗнче, ҫӗрле пуҫланса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Рыбин куҫӗ тӗксӗммӗн ҫутӑлать, вӑл, Павел ҫине мӑнкӑмӑллӑнрах пӑхса, сухалне пӳрнисемпе хыҫкаласа калаҫать: — Манӑн ачашланса калаҫма вӑхӑт ҫук. Вӑл ку козаксем патӗнче чарӑнса тӑмарӗ, хӑйӗн ҫыннисемпе тӑшманӑн тепӗр ушкӑнӗ ҫине кӗрсе кайрӗ; незамайковецсем иртнӗ ҫӗрте — урам! ӑҫта пӑрӑннӑ вӗсем — унта тӑкӑрлӑк пулса юлать! Акӑ ҫавӑн пек каҫсенчен пӗри. — Мӗнле, Олеша? — ыйтрӗ унран Артамонов. Казак картузӗн сӗвенкелесе пӗтнӗ кусурукӗ айӗнчен Макар хӑйӗн лутра лаши ҫине епле ларма хӑтланнине тимлӗн сӑнаса пӑхса ларчӗ, унтан ӑна хавхалантармалла кулса ячӗ. Унтан вӑл тап-таса тумланнӑ, шавлакан ачасен ушкӑнӗпе пӗрле чиркӗве кӗчӗ, хӑй вырӑнне пырса ларчӗ те ҫавӑнтах юнашарти ачапа ятлаҫма тапратрӗ. Вӗсене йӗркеллӗ те ватӑрах учитель чарчӗ. — Ахмет-хана вӗлернӗ чухне (вилнӗ абрека ҫапла чӗннӗ) вӑл леш енче хӑмӑшсем хушшинче ларнӑ, вӑл пурне те курнӑ: ӑна кимӗ ҫине мӗнле хунине те, ҫыран хӗррине мӗнле илсе тухнине те. — Ну, ну, хуллентерех! — терӗ Ромаҫ, сухалне алшӑллипе шӑлса типӗтсе. Аҫа-ҫиҫӗмпе тупа тӑватӑп, Флинт ҫинчен пӗр шухӑш килсе кӗрсенех, манӑн мӗнпур ҫан-ҫурӑм шанса каять. Варламов ӗнтӗ, Семен Александрыч… Урӑх ӗнтӗ калаҫмалли те ҫук. Апостолсене асӑнса тупа тӑватӑп! — Ҫапла. Юлашкинчен вӗсенчен пӗри, сӑмахӗсем татӑклӑн тухакан уҫӑ та илемлӗ чӗлхепе, сасӑ тӗлӗшӗнчен итальянецла калаҫнине мая килекен чӗлхепе темскер кӑшкӑрчӗ. — Господасем, кӑларса тӑратӑр шпаксене! — ахӑлтатрӗ Арчаковский. — Ман чуна кӗрсе тухман эс… — лӑпкӑн хирӗҫленӗ Фома. Эпӗ ӑна аран-аран ҫеҫ пӑхса илме ӗлкӗртӗм; вӑл самантрах йывӑҫ хыҫне кӗрсе пытанчӗ. Амӑшӗ унӑн залра ларать. — Яланах ҫемье пирки тунсӑхларӑм, тет, — пӗлтерчӗ вӑл. Вӑл алӑк умӗнче тӑрса, унӑн аллине хытӑ чӑмӑртарӗ. Ӑҫта сана! Анчах вӑл Синопӑна пӗр сӑмах та каламан, мӗн пулассине чӑтӑмлӑн кӗтнӗ. Нагульнов малтан лӑпкӑнах ӳкӗтлесе калаҫкаларӗ, анчах каярахпа чышкине шанлаттарса ҫапсах кӑшкӑрма пуҫларӗ. — Ӗҫ тухманни пулса тухать те. Хура пӗлӗт хупланса килнине курмастӑр-им? — Станца пуҫлӑхӗ малалла хӑйӗн хуйхине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пама тытӑнчӗ. Ватн-эль-Хав тӑвӗ ҫинчи Изида храмӗнче кӗҫӗн хутӑшури ӗненекенсене те кӗртекен аслӑ вӑрттӑнлӑх кӗллин пӗрремӗш пайӗ тин ҫеҫ вӗҫленнӗ. Ҫак пӗтӗм кулянтаракан паллӑсем хушшинче «Пилигримшӑн» пӗр япала кӑна улшӑнусӑр ӑнӑҫлӑ тӑчӗ: кирек мӗнле вӑйлӑ пулсан та, ҫил карапа яланах ҫула май хӑваларӗ, эппин, вӑл Америка ҫыранӗ патне хӑвӑрт ҫывхарса пырать. Унтан вӑл ҫыран хӗррине упаленсе тухса выртнӑ, ҫӗр ҫине выртса аялалла пӑхнӑ та, каллех ҫырла сапакине курнӑ. — Паллах, выҫӑ ӗнтӗ? — Ҫук, эсӗ ун пек ан кала, Константин Наркизыч. Эсир тарӑн ҫурӑк ку енче те, лешӗнче те вӗсен лашисен йӗрӗсене курмастӑр-им? Циферблатне тӳперен, юпписене ҫӑлтӑрсенчен тунӑ ҫав тери лайӑх та ним пӑсма пултарайман сехет ӑна кашни кун вӑхӑт ҫинчен, мӗн чухлӗ кайни ҫинчен пӗлтерсе тӑрӗччӗ. Хӑйӗн чирлӗрех сӑнлӑ типшӗм питне вӑл супӑнь кӑпӑкӗ сӗрсе тултарнӑ. Часах чӑнах та ҫапла пулчӗ. Аса илме хӑтланса, сехете яхӑн асаплантӑм. Бак вӑранчӗ. — Эсӗ ҫырма пӗлетӗн-и, Бак? — тесе ыйтатӑп унран. Вӑл салхуланнӑ бей умне пырса тӑчӗ. Пурте Юрдан арӑмне йӑпатасшӑн пулса ун тавра тӑрса тухрӗҫ. Пиччӗшӗ чугун ҫул ҫинче ӗҫлет. Эль-Койот лашана йӗвенӗнчен ярса илет, ыттисем виҫҫӗшӗ юланут ҫине тапӑнаҫҫӗ. Комков, «Новосёлӑн» чирленӗ председателӗ патне лекмеллескер, шоссе еннелле утрӗ. Вӑл таҫта, судьясем тавра, вӗсене витӗр витми пӗлӗтпе хупласа илнӗ пек хумханкаласа тӑчӗ, ҫав пӗлӗт витӗр вӗсем патне тул енчен нимӗн те пырса кӗреймерӗ. — Каялла хӑҫан таврӑнасси мӗнле? Эпир иксӗмӗр те ура тӗренкине ҫухатса, ытакланнӑ пекех, тӳрех валаксем патнелле чикеленсе кайрӑмӑр. Хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑ ҫын вилли те, малтанхи пекех аллисене сарса янӑскер, унталла йӑваланса кайрӗ. Эпӗ ҫав каҫ, Татариновсем патӗнчен таврӑнсан, Валькӑна Кораблев пирки «кавар» туни ҫинчен каласа панине ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа аса илтӗм. — «Янко тӑвӑлран хӑрамасть», — тавӑрчӗ суккӑрӗ. Петерсонсем патӗнчен килеҫҫӗ-тӗк, калатӑн, подпоручик кайрӗ, тетен, ӑҫталла — паллӑ мар. Сасартӑк ялтӑр! ҫиҫӗм ҫиҫрӗ те, тахӑшӗ кӑшкӑрса ячӗ: — Эй, турӑ, акӑ вӑл, ылтӑн хутаҫҫи, унӑн кӑкӑрӗ ҫинче! Унӑн сӑнӗ ҫав-ҫавах эпӗ мӗн каланипе интересленменнине палӑртрӗ пулин те, хамӑн юратӑвӑм ҫинчен, малашне мӑшӑрпа телейлӗ пурӑнассин планӗсем ҫинчен каласа патӑм. Марсиан — руль умӗнче. Вӑл ҫавахчӗ ҫав ӗнтӗ! Эппин, купсасен парнисем ҫумне эпӗ те хамӑн патша парнине хушатӑп. Пӗлетӗп. Ҫапла каланӑ май унӑн хӑюлӑхӗ каялла таврӑнчӗ, пит-куҫне кӑштах кӗрен тӗс кӗчӗ. Мӗн тумаллине аран тавҫӑрса илсе, вӑл малалла утрӗ. Ҫав тери хӑраса ӳкнӗ пулсан та, художник ылтӑна тинкерчӗ, ылтӑн ҫыххисем ҫак ырхан алӑсенче мӗнле сӳтрелнине, уҫҫӑн янраса илсе татах каялла ҫыхӑннине пӗр куҫ сиктермесӗр пӑхса выртрӗ. Полиция, обыск, тӗрме, суд, Сибирь тенӗ сӑмахсем, ҫав вӗсем тӗншӗн хӗсӗрлени ҫинчен халлапланӑ чухне яланах янтӑракан сӑмахсем, ман чун ҫине вӗри кӑварсем пек пыра-пыра ӳкетчӗҫ, стариксене кӑмӑллассине те хӗрхенессине чӗртсе яратчӗҫ, хам вуланӑ кӗнекесем мана хӑйсем мӗн тӑвас тенине тӑвассишӗн пит хытӑ тӑракан ҫынсене хисеплеме, чун тӗреклӗхне хакла шутлама вӗрентрӗҫ. Сыв пулӑр! Боярышников патӗнчен — доктор патне. Вӑл мана: «Эпӗ сана та, хама та вӗлеретӗп!» тет пек. Ман аттен виҫҫӗр чуна яхӑн хресчен пур иккенне пӗлнӗ хыҫҫӑн, карчӑк «пыр та калаҫ, — тесе хучӗ: — тӗнчере пуян ҫынсем пур ҫав. — Сахалрах пулӗччӗҫ, факт, анчах пурпӗрех тупӑнатчӗҫ. Дувровскийӗн ывӑлӗ Петербургра вӗренсе ӳснӗ. Вӑл ӑҫтан ӗҫкӗ тупнине эпир ниепле те ӑнланаймастӑмӑр. Ку ҫын сутӑнчӑк иккенне туйрӗ вӑл. Пӗр вӑхӑтранпа вӑл физиологи, психологи тата педагогика кӗнекисене ҫырӑнса иле пуҫларӗ те, хӑйӗн яланхи пек хастарлӑхӗпе, ача чунӗ темӗнле ӑнланмалла мар ӳссе, аталанса пынӑ пирки наука мӗн пама пултарнине йӑлтах тӗпчесе вӗренме тытӑнчӗ. Каҫхи лампада ҫутине хуплакан ахах экрана аллипе ҫапса аркатнӑ Соломон. Унӑн ҫителӗксӗр енӗсем ҫук. Эпӗ вӗсен умӗнче айӑпа кӗнӗ евӗр туйрӑм, вара кӑмӑла пӗрре йӑвашлатрӑм, тепре пӗр тивӗҫсӗр йӑвашланнипе тарӑхса, хам ҫине ытлашши шанакан пулса кайрӑм, ҫавӑнпа та вӗсемпе пӗртанлӑх ҫинче никӗсленекен чӑн-чӑн ырӑ ҫыхӑнусем тытма пултараймарӑм. Хӗвелӗн ӑшӗ хӑвӑл тесе шутлӑпӑр, унта Ҫӗре вырнаҫтарнӑ пултӑр. Чӳрече умӗнче, постра тӑнӑ пек, ҫамрӑк хурӑн ларать. Вӑл Митман еннелле ҫара турачӗсемпе сулса илчӗ. Унӑн куҫӗсем хӗсӗнсе ларчӗҫ, тути хӗрри кӗтессисенче шурӑ кӑпӑк пекки пӑчӑртатса тухрӗ, урса кайнипе тӑвӑнса ҫитнӗскер, вӑл хӑрӑлтатса каласа хучӗ: — Эсӗ ман ҫине ан чашкӑр! Испанецла калаҫнӑ. Эсӗ ман сӑмахсене манса ан кай. Тӑшман пусма ҫинчен тарнӑ. Вӑл тӑм шӑлса тунӑ пӳрте кӗчӗ те пирус тивертсе ячӗ. Хӑюллӑнах ҫакна калама пултаратӑп: хам пулма тӑрӑшнӑ тӗлӗнмелле чӗрчунтан эпӗ чӑннипе чылай лайӑхрах; юри тунине пула мӗнле курӑннине пӑхмасӑр, мана Нехлюдовсем юратрӗҫ, тата, ман телее, эпӗ юри тунине тӗшмӗртрӗҫ пулас. — Анчах мӗншӗн-ха вӑл тӑнсӑр выртнӑ? Ман ответӑм — ҫак кӗнекен ячӗ. Астӑвӑр, пленнӑйсене усал тӑвасси ан пултӑр. Сирӗн пӳрт йӗри-тавра ут хӳринчен явнӑ вӗрен выртать. — Пӑрах! Эсир ӑнланса илӗр-ха пӗреххут: ачасем ҫунса вилнӗ пулсан, Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗ намӑса тухатчӗ вӗт. Анчах, ҫак ҫӗр пымастӑп тесе, сӑмах пар мана малтан… Николай ӑна савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗ. Эпӗ чей е кофене хӑймапа ӗҫетӗп. Трезор, хӳрине вылятса, малалла чупса кайрӗ. Авлан! — Хӑмӑт пӑявӗсене татса яр енте! — пӗтӗм янравлӑ сассипе мӗкӗрсе ячӗ Комиссар, лери, шыв ҫинчи старик ӑна илтме пултарас пек. Итле, ирсӗр, эсӗ ҫакӑн ҫинчен тӗлӗкӗнте те пулин калас-тӑвас пулсан… — Тур каҫартӑр… — Шӑп пул! Эсӗ пӗр сӑмах персе ярсан… Кам та пулин… эпӗ пӗлсен… эсӗ ҫӗр айӗнче те хӑвна валли вырӑн тупаймӑн! Ӑна курсан, Ярцев чухласа илчӗ: каҫ пулса килет-мӗн. — Эсир кунта ҫылӑх каҫарттарма килмен-ҫке, ҫавна ан манӑр… Анчах та, кирлӗ пулсан, эпӗ партишӗн… Эпӗ хамӑн партишӗн, рабочисен ӗҫӗшӗн пӗтӗм юнӑма паратӑп! Апла эс сывах иккен-ха, мур илесшӗ! Вӗсем ҫурҫӗр енчен, хӳмӗ ҫумӗпе, шӑп та шай ҫур ҫӗр тӗлӗнче пырса тухаҫҫӗ, таркӑн негр ларакан сарая уҫса кӗме вӗсем ҫӑраҫҫи тунӑ. Таҫта снайпер пур, — вӗсем тепӗр енчи стена ҫумӗнче пулма тивӗҫ. Эпӗ вӗсен пӗр ывӑл анчах-ҫке-ха. Унтан халӑх еннелле ҫаврӑнчӗ те, Швабрин ҫине кӑтартса: «Акӑ, сире, ачасем, ҫӗнӗ командир. Вӑл пӗр хӑмӑшне тӑпӑлтарса кӑларчӗ те, унӑн вӗҫӗнче пӗчӗкҫеҫ сухан евӗр тымара курах кайрӗ. Пӗр каҫхине Вавжон Марыся патне пычӗ те:— Пурин те ҫакӑнтах пӗтмелле-тӗр, ҫаплах пирӗн те пӗтмелле пулӗ, — терӗ. Сӑмах майӗн ыйтам-ха: вӑл ҫук чухне сирӗн духовник кам пулать? Анчах ҫав хӗрӗх утӑм та мана пысӑк хака ларчӗ! — Эсир мана мӗнпе кӳрентермеллине пӗлеймен, ҫавӑнпа «идеализм» тесе ҫырса хунӑ. Ха-ха! Илӗр ман пурлӑха пӗтӗмпех, тет, ярӑр мана ирӗке, тет… Каҫхине уҫӑлса ҫӳрессисем пирӗн пӗтсе ларчӗҫ. Ӑна ахаль ҫеҫ — ула пек хыпать тесе калаҫҫӗ. — Сысна пек теҫҫӗ. Салтак малтан ҫынсене курмастчӗ, кулнине те сисместчӗ; пичӗ ҫинчен куҫҫульне кивӗ ҫитца кӗпи ҫаннипе пуҫтарса, вӑл ӑна ҫанӑ ӑшне пытарнӑ пек ларатчӗ. Малта эпир вуласаччӗ-ха, Рада ҫав Ровоама хаджин шӑллӗ патӗнче пуҫтарнӑ хӑнасене мӗнле пӑхни ҫинчен, вӑл ун чухнех учительницӑра тӑратчӗ. — Ҫак, намӑса-симӗсе пӗлмесӗр, каллех вӑл вилнӗ ҫурта килнӗ ача пирки вӗт. Марысьӑн куҫӗсем хӑранипе чарӑлсах кайрӗҫ пулин те, тӗттӗмлӗхре ашшӗн питне курмасть. Патагонецсене Патагонинче сахал тӗл пулнӑ пек, Австралинче те австралиецсене сахал тӗл пулатпӑр тесе, Гленарван пӑлханма пуҫларӗ. Анчах та Паганель ӑна дикарьсем кунти вырӑнсенчен ҫӗршер миль хӗвел тухӑҫнерех, Мёррей улӑхӗсенче пурӑнни ҫинчен каласа парса лӑплантарчӗ. — Яков! Ҫывӑрма выртрӗҫ. Хамӑрӑн пуҫ тӗлӗнчи тӳпене те эпир ҫав териех анлӑн куратпӑр; вӑл тикӗс, вӗҫӗ-хӗррисӗр тата кӑвак… Эпӗ лартӑм. Унтан, куҫлӑх тӑхӑнса, ҫакна вуласа пачӗ: Белогорск крепӑҫӗн комендантне капитан Миронов господина. Вӑрттӑн. Негоро ҫеҫ камбуз шутланакан тӑвӑр пӳлӗмрен тухмарӗ. Ҫак кӗтмен япала пӗтӗм командӑран та ӑна ҫеҫ кӑсӑклантармарӗ пулас. — Чӑнах та вӑл, илтетне эсӗ, хӗрарамӗ вӑл хӑравҫӑ йышшисенчен мар, — терӗ Иван Кузмич. Каллех хӑвӑрттӑн, хистевлӗ сӑнпа тутасем хусканкаларӗҫ, сасартӑк вара каллех кулӑ — ашкӑнчӑк та мӑшкӑлчӑклӑскер. — Ашшӗ пур та, ӑна ӑҫта шыраса тупӑн-ха? Эпӗ хам та ҫав мӗскӗн тӑлӑха курнӑшӑн хӗпӗртетӗп, — терӗ лешӗ. — Ҫав упӑте хӑй ӗҫлемест пулин те, ҫын ҫинче кӑна тӑранса пурӑнать пулин те, — эпӗ хамӑн хулран тытма тӑна Кира аллинчен вӗҫерӗнтӗм, — апат ҫинӗ хыҫҫӑн хӑйне тав тума хушатчӗ. Ҫӗр… хаклӑ улӑпӑм, илсем кайсам мана Ҫӗр ҫине. — Арӑм патне кай. — Николай Антоныч, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — ан вӑркатӑрах ӑшӑра. Хӑш чух ҫеҫ хӑйӗн темле шухӑшӗсене хирӗҫ сасӑпах ответ пачӗ: «М-да…» Иван Иваныч урайӗнче ларнӑ, ҫывӑрман. Тем парсан та качча каймастӑп. Адресне унне Петька пӗлет, пӗлмесен ҫынна хушаматпах шыраса тупатӑн. Ытах килӗшместӗр пулсан, эпир вара хамӑра ирӗклӗ тесе шутлатпӑр». Эпӗ унашкал хӗре пуҫласа курнӑччӗ, вӑл мана йӗрӗнмелле пек туйӑнатчӗ тата лайӑх мар шӳт туса тӗрткеленисемпе хӑрататчӗ мана, ҫавӑн пек выляса хӑтланнисем маншӑн тутлӑ маррине кур пушшех ҫыпӑҫса аптӑрататчӗ. Эпӗ, хамӑн сӑмаха ҫуррине каласа пӗтерсенех калаҫма чарӑнса, куҫа хупрӑм та ӑна пит ҫӑмартийӗнчен чуптуса илтӗм. Алексей чӗнмерӗ. Арӑмӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑраса пурӑннӑ, малтан — Алексейрен, краҫҫын ламписенчен, унтан электричество ламписенчен; вӗсем ярах ҫутӑлса кайсан, Наталья, аяккалла сиксе илсе, хӗрес хума тытӑннӑ. Ку ӗнтӗ питех те ухмахла хӑтланни пулӗччӗ: ҫав хушӑра ҫапкаланчӑксем арчапала таҫталла кайма ӗлкӗреҫҫӗ, унтан вара вӗсен йӗрӗсене те шыраса тупаймӑн. Илтмен-и ҫавна? Христофор атте ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса каларӗ; лешӗ каварҫӑ евӗрлӗ пӑхкаласа илчӗ те — ӑнланатӑп терӗ ӗнтӗ — пӳлӗмрен тухрӗ, кӑшт тӑрсан, кравать айне савӑт илсе кӗрсе лартрӗ. Йӗкӗтӗн кӗре пичӗ мӗншӗн ҫак териех хыпса ҫуннине, вутла ялкӑшакан куҫӗсем мӗншӗн кунталла, каркӑҫсем ҫинелле, вӗри тунсӑхпа тинкерсе пӑхнине пӗлнӗ майра-патша, — ҫав карӑсем ун шурӑ ҫепӗҫ аллисем сӗртӗннипе куҫкалаҫҫӗ-ҫке-ха палӑри-палӑрми. — Туршӑн та, тытса ан тӑр мана, Виктор, Ҫӗпӗре каятӑп, — пӑшӑлтатрӗ вӑл; кухньӑра витресем чӑнкӑртатни тата шыв сирпӗнни вӑл унта, йывӑррӑн сывласа та тарӑхса, тӑрӑшсах шывпа ҫӑвӑннине пӗлтерет. Вӑл хӑйне хӗвӗшсе тӑракан ҫынсен тем пысӑкӑш ушкӑнӗ варринче ларнӑ пек туйнӑ, вӗсем пурте темӗншӗн ӑшталаннӑ, пӗр-пӗрин ҫине сӗкӗннӗ, куҫӗсем ӗмӗтсӗррӗн чармакланнӑ, кӑшкӑрашнӑ вӗсем, пере-пере аннӑ, пӗр-пӗрне хӗснӗ, пурте пӗр ҫӗрте тапӑртатса тӑнӑ. Базаров пуҫ кӑна тайрӗ, Аркадийӗн юлашки хут тӗлӗнме лекрӗ; вӑл хӑйӗн тусӗ хӗрелнине асӑрхарӗ. Кӑҫал ҫуркунне ҫапла пӗр чипер кӑна кӗтӳ пырса тухрӗ… Ниушлӗ ӑна хӗрарӑм ҫинчен каланӑ пулӗ? Мишель Флешар кӑшкӑрни, — кӑшкӑрни мар, улани пулчӗ. Ӑнланма эпӗ виҫҫӗмӗш кун тытӑнтӑм. Хӗр тата тепӗр хут чарӑнса тӑнӑ, ӗнтӗ йӑлтах ҫывӑхра. Мур илесшӗ! эпӗ урӑх вулама пултараймастӑп… — Иртни ҫинчен аса илме кирлӗ мар, — тавӑрчӗ Базаров: — малашнехине илсен, ун ҫинчен каллех пуҫа ватма кирлӗ мар, мӗншӗн тесен эпӗ пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах тухса шума шутлатӑп. Халиччен вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ юратнӑ тата юратмасӑр тӑма та пултарайман, мӗншӗн тесен хӑйӗнчен вӑл ыррине кӑна кӗтнӗ тата хӑйӗнчен хӑй сивӗнме ӗлкӗреймен-ха. Ун ҫине Барский ывӑлӗ питӗ ҫилленсе пӑхать… — Вӑл? — тӗлӗнсе кайрӗ Квейс. Ҫапла-и? — Асанне, сирӗн патӑрта шыв та пулин ӗҫмешкӗн юрать-и хуть? — сасса хӑпартса, ыйтрӑм эпӗ. — Пӗрремешӗнчен, — калаҫма пуҫларӗ вӑл сӑмахӗсене лайӑх уйӑрса, Санин сюртукӗн ҫаннине пӳрне вӗҫӗсемпе шаккаса, — упӑшкапа канашлас йӑла ҫук манӑн, акӑ туалет пирки — кун пирки вӑл пултарать; иккӗмӗшӗнчен, мӗншӗн хакне йӳнӗ хуратӑп тетӗр эсир? — Эх, куҫсӑр пурӑнатӑр, — мӑкӑртатса илчӗ дворник. Ҫук, Геркулес йӑнӑшма пултарайман! Садри бук йывӑҫҫисем ӗлӗкхи пекех кашлаҫҫӗ, вӗсен ҫулҫисем ҫеҫ кӑштах тӗксӗмленнӗ, ҫӑраланнӑ пек туйӑнать; кӑмӑллӑн курӑнакан ҫурт стенисем те ҫав-ҫавах шурӑ тӑраҫҫӗ, вӗсем кӑшт кӑна тайӑлнӑ та пусӑрӑннӑ ҫеҫ; улӑм витнӗ сайхах тӑрри те ҫав-ҫавах тӗксӗм сӑнлӑ, Иохим шӑхличи те пулин ӗлӗкхипе пӗр вӑхӑтрах илтӗнет ут витинчен; анчах Иохим, ҫав-ҫавах хусахскер, ҫав-ҫавах утсем пӑхаканскер, суккӑр панич шӑхличе е фортепиано каланине итлеме халӗ ытларах кӑмӑллать. Акӑ каллех чарӑнчӗ, юрлӑ пӗлӗтре ҫаврӑнать, ҫавӑн чухнехи — тӳпе тӗттӗмлӗхӗнчи — пекех ухмаха ернӗлле кӑшкӑрса ячӗ: — Чӗрӗ! Чӗрӗ! Сывӑ! Ӑнланма ҫук!.. Ҫук, пулма пултараймасть!.. Аэлита, Аэлита!.. — Эсӗ лайӑх ача, Серёжа, эпир сана шанатпӑр. Ҫыннисем пурӗ виҫҫӗнччӗ. Пӗри темӗнпе витӗнсе выртать, иккӗшӗ ҫунса пӗтеймен вут умӗнче сӑмахласа лараҫҫӗ. Пур ҫӗртен те — сӑртсем ҫинчен те, айлӑмсенчен те каҫ сӗмӗ юхса, шуса тухнӑ пек туйӑнать. Чӗлӗмӗ сӳннӗ. Таса тӑвар шӑршиллӗ сывлӑш каютӑсене, кубрика, трюма вирхӗнсе кӗчӗ. Вӗсем тӳсеймен, вигвама кӗрсе пулӑшма тытӑннӑ, тӗрӗссипе каласан, хӗрарӑмсене чӑрмантарма пуҫланӑ, анчах та Тсистсакипе унӑн юлташӗ вӗсене вӑрҫман. Ку вӑл ҫакӑн пек пулса иртрӗ. Тӑвӑр, аран палӑракан вӑрман сукмакӗ пуҫланнӑ ҫӗрти ҫӳллех мар тӗмеске ҫине хӑпарсан, эпӗ хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӑм. — Яра пар, пӗлетӗп, — терӗ Лука, пӑшалне тӗрӗслесе пӑхрӗ те каллех вут муклашки хыҫне пырса ларчӗ. Ҫимӗҫ йывӑрланнӑ; татӑлать те вӑл ҫӗре ӳкет… Вӑл вилет, анчах ун ӑшӗнчи вӑрлӑхӗ пурӑнать, ҫав вӑрлӑхра ӳсен-тӑранӑн пӗтӗм малашлӑхӗ пурӑнать — пулас капӑр ҫулҫисем те, ҫӗнӗ ҫимӗҫӗсем те. Кун хыҫҫӑн вӑл ҫӑтмах ҫинчен каласа кӑтартма тытӑнчӗ — эх тыттарать, эх тыттарать. «Ак эпӗ сире!» кӑшкӑрать ҫав-ҫавах мӑнтӑр полковник, пӑяв кӑтартса; тусанланса пӗтнӗ, ывӑнса халтан кайнӑ пулин те, воинсем паҫӑрхи пекех пӗр-пӗрне хӑратаҫҫӗ, чӑрсӑртараххисем вара икӗ енчен те пӗр-пӗрне ҫивчӗ сӑмахсем кӑшкӑраҫҫӗ. Ну, паллах ӗнтӗ, ҫавна пула мана пӳсӗр ҫисе шӑтарнӑ. Ара, ыратнипе питӗ хытӑ кӑшкӑрнӑ та, халран кайичченех тӑвӑнса мекӗрленнӗ-ҫке-ха эпӗ… — Те лекетпӗр, те лекместпӗр-ха. Кӑшт тӑрарахпа, Шабашкин ерипен алӑка уҫрӗ те крыльца ҫине тухрӗ, унтан хӑйне кеҫӗне хунӑн пуҫ тайса, хӑйсене хӗрхенсе хута кӗнӗшӗн Дубровские тав тума пуҫларӗ. Половцев, полковник ҫине пӑхмасӑр, хыттӑн мар ҫапла каларӗ: — Полковник господин, эсир ман ума пӗтӗмӗшле задачӑ лартатӑр, ӑна нимӗнле те конкретламастӑр. Кӗлӗ пӗтсен, Иван Иванович чиркӳ умӗнчи ыйткалакансемпе калаҫмасӑр ниепле те чӑтаймасть. Кирек хӑш уйӑхлӑ каҫ та хамӑрӑн тӳпери яланхи спутницӑна пӑхма пулать, ӑна сӑнамашкӑн та лайӑх, савӑнса пӑхатӑн. Халь канас та пулать. Анчах та эпӗ Мускава, хама кӗтмен ҫӗре, кӗрсе тухасах терӗм. Мускавра манӑн ӗҫсем те пурччӗ. Чи малтанах манӑн Главсевморпуте кӗрсе хама ҫурҫӗре куҫарттарасси пирки калаҫса пӑхмаллаччӗ. Унтан Валя Жуковпа Кораблева курса калаҫасшӑнччӗ. Ӗҫӗмсем нумайччӗ манӑн, вара эпӗ хама Мускава кӗрсе тухмасан юраманнине ҫӑмӑллӑнах ӗнентертӗм… — Ютсене. Дубава — Харьковри коммунистла университет студенчӗ, анчах вӑл кунта виҫӗ эрне ӗнтӗ Шумскипе ҫӳренине эпир пурте пӗлетпӗр. Ӗҫӗ хӑрушӑ сӑмахсенче мар, ман хаклӑ ачамҫӑм, ӗҫӗ акӑ мӗнре: ҫав фантастсенчен кирлӗреххи, усӑллӑраххи тӗнчере урӑх нимӗскер те ҫук, вӗсем пирки вара халлӗхе сахаллӑшсем кӑна ӗмӗтленеҫҫӗ-ха. Унтан вӑл Корчагин патне пычӗ. Тӗнӗлне хӑвӑр суйласа илӗр: лайӑхраххине, тӗреклӗреххине суйласа илӗр… Хуларан тухса чылай кайса, утрав ҫине каҫма юрӑхлӑ вырӑна ҫитсен, эпӗ вӑхӑтлӑха пӗр-пӗр кимӗ тупма шуларӑм; ҫиҫӗм ҫутинче кимӗ курӑнсанах, эпӗ ун ҫине сиксе лартӑм. Пур хӗр те качча каять, пур хӗрарӑм та ача ҫуратать, пур ашшӗ-амӑшӗн те ачасем — хуйхӑ! Эсӗ мӗн — ҫын мар-им? Ҫавӑн пирки вӑл Серафимпа Тихон мӗншӗн туслӑ пурӑннине пушшех те ӑнланайман, вӗсем туслӑ пулни ӑна тарӑхтарнӑ, анчах Тихон вара, юри тунӑ пекех, ҫав тарӑхӑва тарӑнлатнӑ. Вӑрҫӑ пуҫласа яни ҫинчен пӗлтернӗренпе икӗ импери хушшинче хутшӑнас-тӑвассине асаплантарса вӗлерессипе хӑратсах чарса лартнӑ. Саспаллисене сӗтел ҫине лартса тухнӑ, ҫак алфавит ҫумӗнче йытӑ каллӗ-маллӗ утса ҫӳренӗ. Ун ҫийӗнче, кивӗ юбкӑсӑр пуҫне, ҫурӑлса кайсан та, ним тупаймастӑн! Сулахай аллипе Олеся шап-шурӑ, пурҫӑн евӗр ҫемҫе сӳсе хӑвӑрттӑн пӗтӗрттерет, сылтӑмминче ун, шӑппӑн вӑйӑлтатса, йӗке ҫаврӑнать, ӑна вӑл е ҫӗр патне ҫитичченех антарать, е шеппӗн ҫӗклеттерсе тытса илет те, пӳрнисене кӑшт ҫеҫ хускаттарса, ҫӗнӗрен пӗтӗрсе ярать. — Мана нихӑшӗ те систермен, путсӗрсем эсир! Хам мӗн курни-шухӑшлани ҫинчен ҫавӑнтах милиционера калама хӑймарӑм эпӗ — хӑймарӑм та хӑрарӑм та: хуторта ун пек таканпа пӗр Яков Лукич кӑна ҫӳренине пӗлмен-ҫке-ха эпӗ. — Камран иккенне каламарӗ-и? Ступина ӑна ҫаннинчен туртрӗ. Кӗрешӗве пуҫласа хутшӑнма тытӑнни Корчагиншӑн ырӑ мар пӗтрӗ. Шуйттан каллех мӑръене вӗҫсе кӗрсе кайрӗ; халь ӗнтӗ вӑл шӑнсах тӑрать: Чуб кумӗпе пӗрле килне таврӑнать те, кӗтмен ҫӗртенех тимӗрҫе тӗл пулать, хытӑ хӗнесе яраҫҫӗ ӗнтӗ вӗсем ӑна, хӗненӗ хыҫҫӑн Вакула кисточкӑ тытса шуйттана кӳрентерекен ӳкерчӗксем тума хал ҫитереймӗ, нумайччен ӗҫлеймӗ. Ҫапла шутланӑ шуйттан. Хӑйне тивнӗ ҫур тӳперен Томӑн пӗр татӑк выртса юлнӑ: вӗсем ӑна валеҫнӗ те ҫисе янӑ. Пӳлӗмре мӗнпур ҫӗнни те темле хӑма татӑкӗсем кӑначчӗ, тата пралук ҫӑмхисем пурччӗ, вӗсемпе Вышимирский ывӑлӗ хӑй сӗтелӗ ҫинче темӗн айланса тӑратчӗ, ачи пӗр вуникӗ ҫулта пулмалла, ҫавра пит-куҫлӑ, хӗвел ҫинче пиҫӗхсе хуралнӑскер. Унӑн сӑн-пичӗ мана таҫта курнӑ пек туйӑнать. Анчах халь унӑн ыйхи таҫта вӗҫрӗ. — Сурма пӑрахрӗ халь, пуҫ шавлать. Кун пекки уйрӑмах хӗллехи хӑрушӑ ҫил-тӑман вӑхӑтӗнче пулнӑ. — Мӗскер вӑл — гарем? Анчах та ун енне чун туртмасть… — Ача хальлӗхе хӑй мӗн курнине алӑ хӑлаҫланӑвӗсемпе ҫыхӑнтараймасть-ха, — тавӑрать тухтӑр. Халичченхи ҫул пур енчен те аван пырать-ха. — Ах тур-тур! Аппа мӗн калӗ ӗнтӗ? — Эпӗ халӗ хӑратӑп санран, — терӗ Катя. Пӗр килйышӑн — кукамайпа пӗрле, икӗ Петя, пысӑккипе пӗчӗкки. — Манӑн алӑ-урасем те тӗрӗсех пулас? Пурте паллӑ пулчӗ. Дик Сэнд, Остин, Бат пурте пӗрле хуралта тӑчӗҫ. — Пурте пухӑнса ҫитрӗҫ, — юриех хисепленҫи пулса ответлерӗ Ерофей Кузьмич. Ҫак условисенче, хунар ҫутма та май килмерӗ, пирӗн юлашки электричество аппарачӗ те тар сирпӗнтерсе янӑ самантра ванса кайнӑ. Лаггнегг ҫыннисем тараватлӑ та ыр кӑмӑллӑскерсем. Хӗвелтухӑҫӗнчи пур халӑхсем пекех, вӗсен те ҫынсем ҫине мӑнкӑмӑлланса пӑхас йӑла пур. Ҫапах та вӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисене, уйрӑммӑнах король ҫуртӗнчи хӳтлӗхпе пурӑнакан ҫынсене, кӑмӑлласа юратарах параҫҫӗ. Сисет вӗт хӑрушлӑх ҫывхарса килнине. Шикленсе ӳкнӗскерӗн, унӑн пӗр шухӑш кӑна: епле те пулсан каҫхи тутлӑ апата ӗлкӗрес тата Поль де-Кок романне вуласа, хӑй таврӑнасса кӗтекен ҫамрӑк арӑмӗ патне часрах ҫитес. Вӗсем йӗплӗ тетел урлӑ йӑраланса каҫрӗҫ, ӗшнепе иртрӗҫ те плита сарнӑ сарлака картиш тӗлне ҫитсе чарӑнчӗҫ. — Кӗске пӑшал. Юлашкинчен вара часовой, хӑрлатса илсе, Ерофей Кузьмича ҫурӑмӗнчен автоматпа чышрӗ, хытӑ чышрӗ, ҫенӗкре вӑл кӑшт ҫеҫ ӳкмерӗ. — О, эпӗ тахҫан ирландец пулнӑ, — терӗ ӑна лешӗ. — Халӗ эпӗ Австрали ҫынни. Эпӗ унӑн ӑслӑ, чипер, ҫутӑ сӑнне пӑхма тытӑнаттӑм кӑна… ман чӗрем сикме пуҫлатчӗ, эпӗ пӗтӗмпех ун еннелле туртӑнаттӑм… Вӑл, ман туйӑма сиснӗ евӗр, мана питрен лӑпкаса илетчӗ те аяккалла пӑрӑнатчӗ, е мӗн ӗҫ те пулин тӑватчӗ, е пӗр хӑй пӗлнӗ пек ҫеҫ хытса тӑратчӗ, — эпӗ те вара пӑчӑртанаттӑм та шӑнса хытаттӑм. Клисурӑран вӑл икӗ хут тарса кайма хӑтланса пӑхрӗ, малтанласа Рахманлари ҫыннисене темле вӑрттӑн хыпар пӗлтерме васкатчӗ, ҫав хыпара пӗлтерме ӑна хулари конакра ӗҫлекен тӗрӗк хушнӑ пулнӑ; ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупассипе ҫеҫ айӑп тунӑ пулнӑ. Гленарван килӗшсен, ҫамрӑк ҫынсем паянхи куна темӗн чухлӗ савӑнӑҫсемпе ирттермелле программӑна хӑнасене пӑхса тухма пачӗҫ, ӑна вара пурте хӗпӗртесех йышӑнчӗҫ. Трибунала илсе кайнӑ чухне тартӑм эпӗ… Ытти уйрӑммӑнах палӑрса тӑракан ҫынсем хушшинче Воропаев ун чух пӗрре пӑхнипех ҫӳлех мар казака астуса юлчӗ. Унӑн сухалӗсем профессорӑнни пекех тирпейлӗ, ылтӑн куҫлӑхпа, лаша ҫинче питӗ илемлӗ ларать. — Кунта пӗр капитан ҫеҫ пур… Дик Сэнд капитан. Пурне те ҫакна пӗлни пӑсмасть: вӑл кашнинех хӑйне пӑхӑнтарма пултарать. Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсем пӗр-пӗрне хӑйсен юрату ӗҫӗнчи мыскарисем ҫинчен каласа кӑтартмастчӗҫ, анчах вӗсем мужиксем ҫинчен мӗн каланинче пуринче те мӑшкӑлласа кулас, усал кӑмӑл пуррине эпӗ туяттӑм, хӗрарӑм вӑл — вӑй! тени тӗрӗс те пулӗ тесе шутлаттӑм вара. Ҫак тӗлӗнмелле республика чӑнах та вӑл ӗмӗрте кирлӗ япала пулнӑ. Тытатӑп та акӑ… Ҫук, мӗншӗн-ха эсир мана чуптума шутларӑр? Иха ӑна хуравларӗ, Гусев унӑн сӑмахӗсене тӗлӗк витӗр пек ӑнланать: — Шкулта эпӗ таса истори вӗреннӗ, унта Тӳпе ывӑлӗсем усал тесе калатчӗҫ. — Эх, ҫамрӑк ҫыннӑм, ҫамрӑк ҫыннӑм, — малалла каларӗ тухтӑр, ҫак икӗ сӑмахра мана питӗ кӳрентермелли пур пек. Калаҫмасан аванрах пулӗ терӗм. Вил тӑприсен хушшинче пӗр кивӗ чиркӳ пур. Пӗр чун та ҫук, тӗттӗм, кичем, чиркӳ те пулин тем пысӑкӑш тупӑк пек курӑнать. — Hastigt hastigt! — тесе кӑшкӑрать пирӗн проводник. Астрономсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, Хӗвел ӑшӗнчи температура тӗлӗнмелле пысӑк — 20 миллион градус! Типтерлӗ Клавичек пӗтӗм коммуна пурлӑхне хут ҫине ҫырса тухрӗ те хутне стена ҫумне ҫыпӑҫтарасшӑн пулчӗ, анчах ыттисем пурте хирӗҫленӗ пирки, ку шухӑша пӑрахӑҫ турӗ. Алӑк питӗрӗнчӗк пулнӑ; вӑл алӑк ҫумӗнчи шӑнкӑрава шӑнкӑртаттарнӑ, пӗр-икӗ ҫеккунт хушши тем пекех йывӑррӑн кӗтсе ирттернӗ, унтан алӑк уҫҫи чӑнкӑртатнӑ та, ӑна уҫса кӗртнӗ. Ҫав хушӑрах вӑл катаран мана чылай хитре пек туйӑнчӗ. Ҫак шухӑш аса килсенех эпӗ хӑраса йӗри-тавра пӑхкаласа илтӗм, анчах кунти пуш-пушӑ ҫыран хӗррисенче пӗр чӗрчун те курӑнмарӗ. Чӑтлӑхалла пӑрӑнса пӗр виҫҫӗр утӑм кайсан, вӗсем хӑмӑшпа ӳссе ларнӑ тата тӗл-тӗл шыв кӳлленсе тӑракан уҫланка тухрӗҫ. Пурте тенӗ пекех ӗҫ ӑнасса шанаҫҫӗ. Ҫав кунсенче салтак ҫине тӑрсах, пӗр хӑпмасӑр Таньӑна йӗрленине эпир пурте пӗлеттӗмӗр, анчах вӑл хӑй салтак ҫине епле пӑхни ҫинчен пӗри тӗ ыйтмастӑмӑр. Мӗн пирки вӑл… вӑл!.. хуйхӑрма пултарать-ха? Эпӗ шухӑшлакаларӑм та:— Ӗлӗк — хальхинчен час-часах хӗненӗ… — терӗм. Оля ҫырӑвӗсене темиҫешер хут вуласа тухсан, Алексей хӑйӗн амӑшӗ леш тӗлӗк пирки чееленсе каланине сисрӗ. Ӗҫ шавӗ ӑна ӳсӗртсе янӑ, вара унӑн чунӗнче тӑракан хайхи темӗнле туйӑм уҫҫӑн палӑра пуҫланӑ — унӑн хӑйӗн акӑш-макӑш ӗҫе хутшӑнас килсе кайнӑ, юмахри пек хӑватлӑ вӑй туянса, хӑйӗн катмар хул-ҫурӑмӗ ҫине пӗр тӑрук ҫӗр михӗ ыраш тиесе, пӗтӗм ҫынна тӗлӗнтерес килнӗ… — Ун ашшӗ-и? Гленарван умне тӑрсанах вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗресле хучӗ те, нимӗн чӗнмесӗр допрос пуҫланасса кӗтме пуҫларӗ. Автор хӑй ҫырнисенчен кулленхи пурнӑҫшӑн усӑллӑ темиҫе правило шухӑшласа кӑларать; вӗсем ҫинчен кунта тепӗр хут калама та кирлӗ мар. — Ан пар. Ку — Самуил Лехер, Шепетовка ҫынни, типографири наборщик. — Ӑҫта вӑл? Кӑшт сывлӑш ҫавӑрса илнӗ хыҫҫӑн Салли аппа ҫапла каларӗ: — Эй, туршӑн та, кӗтмен савӑнӑҫ! Михӗсенчи апат-ҫимӗҫсене кӑларса вӗсене киленсех ҫирӗҫ. Атте хуларан таврӑнчӗ те, эпир иккӗн ларнине курсан, пирӗн ҫине темле пӑхса илчӗ. — Штукатур ӗҫне хамӑр тӑвӑпӑр, лашасем паратӑн, унсӑрӑн вырсарникунччен пӗтерейместпӗр. Каларӑм эпӗ сана, Дмитрий Павлович, арӑмӑн нимӗнле ӗҫне те хутшӑнмастӑп тесе — халӗ те ҫавнах калатӑп. Хӗрхенесси пулмарӗ унӑн сассинче. Ҫитес вӑхӑтрах хӑвӑрт улшӑнусем пуласса кӗтнӗ пулин те, эпӗ унӑн пурнӑҫӗ хӑрушӑлӑхрине аса илсенех, ӑш варкама тытӑнать. Сивӗрех ҫил вӗрме пуҫларӗ. Ҫав этем хуйхи-суйхине,Христос ҫыннисем йӑлӑннине,Илтнӗ-ҫке Саваоф турӑИлтнӗ, тет, турӑ амӑшӗ. Сасартӑк амӑшне хӑй ҫамрӑк пулнӑ кунсенче курни аса килчӗ: Заусайлов улпутӑн кивӗ паркӗнче кӑкшӑм курӑкӗпе витӗнсе ларнӑ пысӑк пӗве пурччӗ. Виконт — паттӑр та лайӑх кӑмӑллӑ ҫамрӑк ҫын, старик — ҫав тери хаяр… Лайӑх ҫын пӗччен пурӑнмасть — ун ҫумне яланах ҫынсем ҫыпҫӑнаҫҫӗ… — терӗ. Эпир каютӑна канаш тума пухӑнтӑмӑр. — Давыдов, нимӗн ӑнланмасӑр, йӗрки йӗркипе ларакан ҫынсем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ, никампа та куҫпа-куҫ тӗл пулайман пирки, Нагульнов енне ҫаврӑнчӗ. — Эсир, «Британипе» хӗн-хур курса тӑнисенчен пӗри-и? — тесе ыйтрӗ унтан Гленарван. Анне чӑтайманнипе ӑна айккинелле ывӑтса ячӗ, кун хыҫҫӑн арчара выртакан юлашки япаласене: клеенкӑпа чӗркенӗ хут ҫыххи евӗрлӗ пакета тата пир хутаҫа куртӑмӑр. Чӑнкӑртатнӑ тӑрӑх унта ылттӑн пур темелле. Мӗн пулма пултарать-ши-ха вара ку? Пӗр вӑхӑт вӗсем чӗнмесӗр пычӗҫ. Тӑхта-ха. Акӑ пӗркун района каятӑп, ҫӗнӗ секретаре курма, ҫул ҫинче Тубянскри ячейка Секретарьне Филонова тӗл пултӑм, ыйтать вӑл манран: «Ӑҫталла ҫул тытрӑн, райкома мар-и?», тет. Халь хам аса илни тӑрӑх шутласан, ҫавнашкал пӑтрашупа курнӑҫланура та манӑн талант пекки палӑрнӑ, мӗншӗн тесен мана музыка час-часах куҫҫуль кӑлармаллах пӑлхантарса яратчӗ, тата эпӗ хама килӗшекен япаласене фортепьянӑпа аран-аран та пулин нотӑсемсӗрех шыраса тупма пӗлеттӗм; ун чухне кам та пулин мана музыка ҫине хӑвӑрт тата туйӑмлӑн вылянипе хӗрсене сӑхлантармалли меслет ҫине пӑхнӑ пек мар, ырӑ тӗллев, хӑйӗнпе савӑнтаракан япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхма вӗрентнӗ пулсан, тен, эпӗ чӑнах та лайӑх музыкантах пулнӑ пулӑттӑм. Ма ӳкӗнес мар-ха, пуринчен ытла хӗрарӑмсен? Вӑл ӑна кайри урисем ҫинче уттарнӑ, унран чиркӳ чанӗ туса кӑтартнӑ, урӑхла каласан, хӳринчен хытӑ туртнӑ, вара вӑл ҫухӑрнӑ тата вӗрнӗ, табак шӑршлаттарнӑ ӑна… Ку шӑпах кирлӗ вӑхӑта килчӗ, мӗншӗн тесен пӗр талӑк ытлаччӗ ӗнтӗ ҫӑвара ним те хыпманни. Кам ирӗк пачӗ сире мана авлантарма? Ҫапла, пӗррехинче хӳме ҫинче ларатӑп, инҫетелле тинкеретӗп те чан сассине тӑнлатӑп… сасартӑк мана темӗн ҫӳҫентерчӗ — ҫил тес, ҫил мар, чӗтрев те мар; темӗн вӗрнӗ пек, такам ҫывӑхра пулнӑ пек туйӑнчӗ… Пӑрӑну ӑнӑҫлӑ иртрӗ. Ку вӑл хӗрарӑм вилли пулчӗ, хӗрарӑмӗ жидовка пулас. — Йывӑррӑн сывлатӑр эсир! — терӗ амӑшӗ, ӑна уҫӑ та кӑмӑллӑ сӑнӗнчен ӑшшӑн пӑхса. Хӑй вӑл лайӑх ҫын, пырать… Катя виҫӗ билет илнӗ — виҫҫӗмӗшне Нина Капитоновна валли. — Вӑл кирек ӑҫтан пулсан та, пурпӗрех ӑна кунта шуйттан хӑй янӑ. Умӗсене автоматсем тытнӑ ҫынсем пите хӑюллӑн та ирӗклӗн пыраҫҫӗ, «Дуная!» тесе приказ парас пулсан, вӗсем, утӑмсене улӑштармасӑр, чаплӑ маршӑн хӑвӑртлӑхне пӗр чакармасӑр, аялалла стена пек ыткӑннӑ пулӗччӗҫ. Ун куҫӗнчен пӑхма пикенсе, вӑл каллех чарӑнса тӑчӗ. Йышӑнман вырӑн юлмасть, пур ҫӗре те ҫуртсем лартса тултараҫҫӗ. Вӑл, мелсӗр ларнӑ пек, урӑхларах майлашӑнса ларчӗ, кулса ячӗ, вара каллех аллине сулчӗ. Вӑкӑрсем чарӑнса тӑрсан, вара ыттисем те вӗсене пӑхаҫҫӗ; вӑкӑрсем хускалса каймалли сигнал париччен, хӑвалакансем мӗн чухлӗ вӑй хурсан та, выльӑхсене ура ҫине тӑратма май килмест. Анчах тӑватӑ юланут мексиканецсемех пулнӑ ӗнтӗ. — Ухмахранах илтетӗп, — лӑпкӑн тавӑрса хучӗ мучи. Вара 1791 ҫулта Ванкувер ҫӗнӗ материкӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗсем ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. д'Антркасто 1792 ҫулта Лаперуза шырама кайсан, Ҫӗнӗ Голланди тавра ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ чухне тата нумай утравсем тупнӑ. Амӑшӗ кун пек шакканине хӑнӑхнӑ ӗнтӗ, ку ӑна хӑратмасть, анчах халӗ вӑл ку сасӑ чӗринчен савӑнӑҫлӑн пырса тивнипе кӑртах сикрӗ. Унӑн пурнӑҫне ҫӑмӑллатма пултарассине халӗ пӗлмест-ха вӑл, анчах ҫак калаҫма юратман хӗрарӑмӑн пурнӑҫне питӗ лайӑхлатасси килет унӑн. Мӑнастире кайни Ирпе ҫывӑрса юласран хӑраса, эпӗ ҫӗрле темиҫе хут вӑрана-вӑрана кайрӑм, улттӑмӗш сехетре ура ҫине сиксе тӑтӑм. Фома, хӑйӗн сӑмахне патах татса, хулӗсене кӑртлаттарса илнӗ те, Любовь ҫине пӑхса, куҫхӳрипе кулнӑ. Акӑ ӗнтӗ эпир хуларан тухрӑмӑр; пылчӑклӑ ула-чӑла урамсем, хӑлхана ҫуракан йӑлӑхтаруллӑ шӑв-шав анлӑ уйсемпе тусанлӑ ҫул тӑрӑх кустӑрмасем ҫемҫен кӑлтӑртатса пынипе улшӑнчӗҫ; ман тавра пур енче те ырӑ шӑршӑллӑ ҫурхи сывлӑш анлӑ ирӗклӗхре чӳхенме пуҫларӗ; ҫакӑнта ҫеҫ эпӗ юлашки икӗ кун хушшинче мӗн курни-илтнипе ирӗклӗ пурӑнма пуҫланин тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, хама хам алла илтӗм, унсӑрӑн чӑлханса кайма пуҫланӑччӗ. Вӗсем кунта сан пирки мар-ха, — лӑплантарчӗ вӑл Огнянова, — ҫапах та пытан-ха эсӗ. — Ну, мӗн вара, господин судья, — тесе пуҫласа ярать ватӑ сунарҫӑ, председателе тӳрех питӗнчен пӑхса, — ҫав ӗҫсем ҫинчен эпӗ мӗн пӗлнине пурне те каласа кӑтартма хатӗр. — Австрали ҫине хунӑ шанӑҫ пурӑнӑҫа кӗмесен, — терӗ ӑна хирӗҫ майор, — пире хамӑр ҫулпах каялла ҫавӑрӑнмалла ан пултӑр. Пуринчен те ытла ҫавӑншӑн тӑрӑшатӑп эпӗ. — Макар, чӑхсене каялла салатса пама каяр. Ҫапла шутларӗ Санин ҫывӑрма выртнӑ чухне; анчах тепӗр кунне, Марья Николаевна ун алӑкне чӑпӑрккан кораллӑ авӑрӗпе пырса шаккасан, хӑй пӳлӗмӗн алӑкӗ пӑтӗнче аллине тӗттӗм-кӑвак амазонкӑн шлейфне тытнӑ, пысӑк ҫивӗтсем туса ҫивӗтленӗ пуҫӗ ҫине пӗчӗк шлепке тӑхӑннӑ, шлепкен вуальне хулпуҫҫисем ҫинелле, хыҫалалла янӑ, тутисем ҫинче, куҫӗсенче, пӗтӗм пичӗ ҫинче астаракан кулӑ вылятса тӑракан Марья Николаевнӑна курсан — ун чухне Санин мӗн шутлани ҫинчен эпир пӗлместпӗр. — Пиҫсе ҫитнӗ слива пек, ӑна алӑпа тӗкӗнмен чухнехи пек кӑвакрах, тӗтӗм евӗрлӗ. Вӑл хӑйӑрлӑ тӑпра участки пулнӑ, унта чулсем сапаланса выртнӑ, анчах курӑк тавраш вуҫех пулман. Вӑл тахҫантанпах учителе ӑна хӑй савса килӗштерни ҫинчен каласа парасса кӗтетчӗ. Калаттарас та килет, шикленет те ҫавӑн ҫинчен сӑмах хускатасран. — Эпӗ авланнӑ ҫын, — тенӗ малалла Бурмин. Озеров боецсем ҫинелле пӑкса илчӗ, — вӗсем, сисмен хушӑрах, йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑма ӗлкӗрнӗ иккен. — Арӑм, уҫ! — Мана калама ирӗк парӑр-ха? Принципсем, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫук — эсӗ ун ҫинчен ку таранччен те тавҫӑрса илеймен-ҫке! Йытӑ площадкинче эпир Ромашовпа калаҫнине вӑл вырӑнӗ-вырӑнӗпе вула-вула пачӗ. — Ку вара питех савӑнмалла. Хӑй ҫӗршывӗн ҫыннисем Перс тинӗсӗнче тупнӑ питӗ хаклӑ ӗнчӗсен мӑйисене ҫака-ҫака янӑ патша Суламифь мӑйӗ ҫине, ун ӳчӗн ӑшшипе ачаш тӗс илсе, чӗп-чӗррӗн ҫуталса кайнӑ вара ӗнчӗ. Кӑмакасем валли вутӑ ҫурса йӑтса кӳртеттӗм, пахча ҫимӗҫсем тасататтӑм, илнӗ япаласене карсинкӑпа ҫӗклеме хуҫа майрипе пӗрле пасара ҫӳреттӗм, лавкана, аптекӑна чупаттӑм. Лятьевский картишне тухсан тин Яков Лукичпа сывпуллашрӗ, ун аллине икӗ хут укҫа тыттарчӗ. Ҫавнашкалах вӑл темскерсем ҫыркаланӑ, анчах вӑл ҫырнисем Курьеркӑра нихҫан та курӑнман пирки никам та вӗсене кирлӗ, усӑллӑ япала вырӑнне хуман. Малтанхи кунтанах вӑл вара хӑйӗн аслӑлӑхӗпе хытах усӑ курма тытӑнчӗ. Астӑватӑп, ҫав кунах, кӑнтӑрлахи апата ларсан, аннеҫӗм пирӗн кӳршӗсем камсем иккенне дворецкинчен ыйтрӗ, вара Засекина княгиньӑн хушаматне илтсен, малтанах хисепленӗн ҫапла каларӗ: «А! княгиня… — унтан ҫапла хушса хучӗ: — Пӗр-пӗр чухӑнскер пуль-ха». — Ытла та тискер пек! — тенӗ Кроссман. Ачине пиелеме вӑл пӗр самантрах вӗренсе ҫитет, унран сӗт шӑрши кӗнине хӑнӑхса ҫитет те — пулчӗ те хайхи, пӑчланса ларчӗ вара ҫын! — Мӗскӗн атте! — терӗ Роберт, ассӑн сывласа. Унччен вӗсем Махно патӗнче ӗҫленӗ пулнӑ, ҫапкаланчӑк халӑх. Анчах каҫ пулса ҫитет ҫеҫ, Петруҫ тӳсейми кӗтме тытӑнать. — Пит аван, — терӗ Гаррис хуллен. — Эсӗ, хаклӑ тусӑм, эп сана мӗнле пӗлнӗ, ҫаплипех юлнӑ пулас. Ку вӑхӑта пӗчӗк Джек хӑйне аванрах туя пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Сивчир урӑх асаплантармарӗ ачана, халӗ вӑл амӑшӗпе юнашар сентре ҫинче, тумтир сарнӑ ҫемҫе вырӑн ҫинче, канлӗн ҫывӑратчӗ. Хушӑран, кӑшт тапак турткаласа ларнипе усӑ курса, унӑн политрукӗсем пур ротӑсенче те коммунистсемпе пит кӗске пухусем тата салтаксемпе калаҫусем туса ирттерчӗҫ. Амӑшӗ, хӑйне упӑшки ҫапассинчен хӳтӗленме тӑрӑшса, икӗ ҫулхи ывӑлне хӑвӑрт кӑна алла тытса чӗркуҫленсе тӑчӗ те унӑн кӗлеткипе хӳтӗленчӗ. Пӗррехинче Власовӑна трактир хуҫи Бегунцов, хӗрлӗ те пӗркеленсе пӗтнӗ мӑйне хура пурҫӑн тутӑр ҫыхса, кӑкри ҫине ҫутӑ кӑвак плюшран ҫӗленӗ хулӑн жилет тӑхӑнса ҫӳрекен ырӑ сӑнлӑ старик, чарса тӑратрӗ. Мана халӗ пачах урах шухӑш ҫавӑрса илчӗ. Гленарван хӳтӗлесе тӑнипе Роберт Грант ашшӗн ӗмӗтне пурнӑҫласа, Лӑпкӑ океанӑн пӗр утравӗ ҫинче Шотланди колонийӗ тума ӗмӗтленет. Завод ҫурчӗсен ҫумӗнчи тӗтӗм айӗнче хӗрлӗ тусанпа витӗннӗ ҫынсемпе лашасем куҫса ҫӳреҫҫӗ. Огнянов шӑппӑн кӑна Боримечка аллине хӗссе чӑмӑртарӗ. — Паянхи куна пирӗн специалист пур, анчах хамӑрӑн калча ҫитӗнтерес пулать. Халех киле таврӑнатӑп та акӑ, ҫамкине ҫапса шӑтаратӑп! — Кирлех ҫав, кирлех ҫав вӗрентни, — канаш парса пырать Любишкинӑн хӑти, ватӑлса ҫитнӗ мучи Бесхлебнов Аким. Куна пурне те, пӗлетӗп эп, Макҫӑм тӑвать. Цветаев ӑна каласа пӗтерме памарӗ, хирӗҫле калама пуҫларӗ. — Кайран Таля… ну, ҫав майлӑскер пулса тӑчӗ. Ҫуллахи кун ҫумӑрлӑ кичем ҫанталӑкра ҫывӑрма выртма, хӗвел анаспа вӑранса куҫ уҫма, чӳречен анлӑ тӑваткӗтеслӗхӗнче, хӑмпӑлчӑланса чӳрече янахне хулӑ пек пыра-пыра ҫапӑнакан пир каркӑҫ айӗнчен, ҫӑка аллейин ҫумӑрпа йӗпеннӗ сулхӑн хӑмӑр кӑвак енне тата чалӑшшӑн ӳкекен ҫап-ҫутӑ пайӑркасемпе ҫуталнӑ садри нӳрӗ сукмака курма, кӗтмен ҫӗртен садри вӗҫен кайӑксен хаваслӑ пурнӑҫне илтме, кантӑк лаптӑкӗнче хӗвел ҫутипе витӗр курӑнса явӑнакан хурт-кӑпшанка асӑрхама, ҫумӑр хыҫҫӑнхи сывлӑш шӑршине туйма, «каҫ пулас умӗнхи ҫакнашкал вӑхӑта ҫывӑрса ирттерме намӑс мар-и мана» тесе шухӑшлама тата пурнӑҫпа хӗпӗртесшӗн сада чупса тухас шутпа хӑпӑл-хапӑл сиксе тӑма тӗл килнӗ-и сире? Вӑл пирӗнпе ик енлӗ выляма тытӑнчӗ. Килнӗ ҫынпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вара, Волошин майорӑн халиччен хӑйне вӑй парса тӑнӑ пӗтӗм шанчӑкӗсем сӳнсе ларчӗҫ. Мӗнпур ҫӗрте хыҫалалла ывӑтӑнтарнӑ пуҫ та ҫӳлелле ҫӗкленӗ кӗленче курӑнать. Ҫыран ҫывӑхӗнчи шыв айӗнче темӗн чухлӗ рифсем пытанса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та крушени тӑвас мар тесен, вӑл района лайӑх пӗлни кирлӗ. Пур ҫӗрте те дивансем, лутра та ҫемҫе пукансем лараҫҫӗ. Эпир тӗтрене пула тата тепӗр кимме, Дунаевпа Королькова, куҫран ҫухатрӑмӑр. Ҫак мӗскӗнсем ытла хӑраса аптраса ӳкнипе кӑна хӑйсем хӑравҫӑ иккенне пуҫлӑхӗ умӗнче те пулин ним вӑтанмасӑр хӑюллӑнах татса хыттӑн каланине пӗлчӗ ӗнтӗ Огнянов. Марья Ивановна сӑмахӗсем ман куҫӑма уҫрӗҫ, чылай япала ҫинчен ӑнлантарса пачӗҫ вӗсем. Унчченхи патшасем те чылаях ҫаратнӑ ҫӗрсем Муани-Лунга патшара ларнӑ вӑхӑтра тӑнчах тусӑннӑ. Пӑлханса, тӗлӗннипе йӑлт хумханса кайнӑ Ромашов шурса кӑвакарнӑ тутисемпе мӑкӑртатуллӑн пӑшӑлтатрӗ: — Назанский, ӗмӗт ку, фантази ку! Шамир чулӗсен аҫисем те, амисем те пулаҫҫӗ; ҫӗр айне тарӑна чавса хурсан, вӗсем ӗрчесе йышлӑланма пултараҫҫӗ. — Сирӗн сывлӑхӑр мӗнлине пӗлес килчӗ, — хӑюсӑррӑн каларӗ Василий. Ӗненмеҫҫӗ сана. — Улталарӗҫ, ухмаха тӑратса хӑварчӗҫ пире, — ассӑн сывлӑш ҫавӑрчӗ тепри. Кӗтессенче — чечеке ларнӑ лутра йывӑҫсемлӗ каткасем. — Эсӗ хӑв ним те пӗлместӗн, — теме пуҫларӗ вӑл хыпаланса, макӑрса ярас пекех пулса. Унӑн кӑмӑллӑ куҫӗсем хитрен ҫутӑлса карӗҫ. Чылай чухне кӳршӗ патшалӑхсен пирӗн патшалӑхра мӗн пуррисем ҫук пулаҫҫӗ е урӑхла майлӑ, кӳршӗ патшалӑхра мӗн пурри пирӗн патшалӑхра пулмасть. Берсенев ку ҫын ҫӗвӗҫ, Инсаров хваттерӗн хуҫи пулнине палласа илчӗ. Унсӑр пуҫне тата мана яланах ҫӗр туртнӑ, эсӗ ӑна пӗлетӗн. Колхоз пурнӑҫӗ — ун ҫинчен эпӗ нимӗн те пӗлместӗп… Часах вӑл шикленме те пӑрахрӗ. Малтан каварлашса хунӑ тӑрӑх, ҫапӑҫмашкӑн арҫын ачасен икӗ ҫар отрячӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ хулари лаптӑк патнелле утрӗ. Ун чухне эсӗ урӑхла калаҫма пуҫлӑн, — терӗ. Хӗрелсе кайнӑ кушак куҫӗсемпе арӑслан ӑна пӗр чарӑнми сӑнарӗ. Вӑл ҫын аллипе кавар туртма юратнине те пурте пӗлеҫҫӗ. — Риварес. Кӗҫех чӳрече умӗнче вӗлтлетсе юлакан тимӗр хуласем, тӗксӗм хирти тӗксӗм юрпа витӗннӗ уйсем курӑнма пуҫларӗҫ. — Ун пек тусан чечексем пӑсӑлаҫҫӗ, — терӗ амӑшӗ, ним шухӑшламасӑрах. — Мӗн енпе лайӑхрах пулӗ сан савнийӳ ытти арҫынран, савӑк хӗр! Ҫичӗ миллион тӑваткал фут йышӑнакан виноградниксем кашни ҫул ҫӗр те ҫирӗм пӗр пин галлон эрех параҫҫӗ. Манра ӗҫ тӑмасть. Анчах май килсен, сайра хутра веслапа ҫыран хӗрринелле те ишме пулать». Мана шаннӑ пекех, ӑна та шанма пултаратӑн, сэр. Авланма укҫа кирлӗ-и сире? Шалу илетӗн-и? Каялла таврӑннӑ чухне эпӗ хамӑн кичем калаҫӑва пуҫармарӑм; манӑн нимӗне пӗлтермен ыйтусемпе вак-тӗвек шӳтлени ҫине вӑл кӗскен те сӳрӗккӗн тавӑрса пычӗ. Манӑн икӗ ҫул ӗлӗкрех питӗ лайӑх дрозд пурччӗ. — Киревсӗр ӗҫ, — терӗ Марат, Симурден сӑмахне тӳрлетсе. Мӗн ытлашши укҫа тӑкмалла-ши, ҫитменнине тата, хамӑрӑн ҫынсем ҫук пек, мусье тытмалла!» — тетчӗ. Нина Капитоновнӑна темле кулӑшла сӑмах каларӗ — никам та, Николай Антоныч хӑй те, кулмарӗ. Ку лав ӑна вӗсем Гешанпа иккӗшӗ темиҫе сехет каялла, хӗвел анас умӗн, инҫете пӑхмалли труба витӗр курнӑ лав пекех туйӑнчӗ. Вилмен-и вӑл? — Эп каятӑп. Шӑп кӑна кӑҫалхи 1865 ҫулта пӗтӗм тӗнчери таварсене ҫак ҫынҫиенсен ҫӗршывӗнчи кермене илсе килнӗ. Ҫавӑнтах темле тӗтреллӗн юхса тӑракан, пит-куҫсӑр, ҫӳҫсӗр, вӗҫне шӑмӑран тунӑ чӑмӑркка лартса янӑ туя евӗрлӗ ҫын кӗчӗ. — Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп ҫав, ахалех параҫҫӗ-и тен-ха, — терӗ вӑл. Ҫамрӑклӑх ҫӗнтерчӗ. — Джентльмена хӑвӑн хушаматна кала, Томас, — тесе сӑмах хушрӗ Уолтерс, — тата хӑвӑнтан аслисемпе калаҫнӑ чух «сэр» тесе хушса калама ан ман. Ҫак ҫӳлӗ чул сӑмсахӗнчен ытармалла мар вырӑн курӑнса тӑрать, аялтарахра чул хушшисенче хӗсӗне-хӗсӗне тӑнӑ полярти хир мӑкӗ ӳсет. — Ыран лайӑх ҫанталӑк пулать! — терӗм эпӗ. Шыҫӑннӑ питҫӑмартисем темле тӗлӗнмелле хускалмасӑр тӑни унӑн сарлака, ырӑ кӑмӑллӑ сӑнне пӑсса пӑрахнӑ, вилӗм сӑнӗ айӗнче унӑн пӗтӗм илемӗ пӗтнӗ, тӑртаннӑ ӳт ӑшне путса ларнӑ куҫӗ кӑна, такама хӗрхеннӗ пекрех кулса, уҫҫӑн пӑхать. Ӑнланса илейместӗп, мӗншӗн эсир ҫак ӗҫе хутшӑнатӑр. Вӑл хӑйне валли мӑнастыр пурнӑҫӗн ҫирӗп йӗркисене пултарнӑ таран татах та хытарнӑ. Ӑсӗ пӗлет те, чӗре ыратать, чун ҫурӑлса тухать, — терӗ ана хирӗҫ железнодорожник кӑмӑлсӑр. Ҫак юлашки шухӑш чи тӗрӗсси пулмалла, мӗншӗн тесен марсиансен ҫуллахи вӑхӑтӗнче каналсем хурарах тӗслӗн симӗсленсе каяҫҫӗ, кӗркунне енӗпе вӗсем ҫуталаҫҫӗ. Ӑна Сэм Митчел тесе чӗннӗ; вӑл хӗвеланӑҫӗнчи провинцисенчен тухса, халӗ Портланд бухтинелле каять. Ҫавӑн чухне, Филимонов килӗ тӗлне ҫитичченех, вӗсем тырӑ акса хӑварасси ҫинчен калаҫса пычӗҫ, анчах ҫемьепе йӑла ыйтӑвӗсене урӑх тӗкӗнмерӗҫ вара. Атӑ кӗлипе тапатӑн, ятлаҫасшӑн тата! — кӑшкӑрса ячӗ Сережа, аллине лексикон ярса тытрӗ те мӗскӗн ача пуҫӗ урлӑ сулса ячӗ; Паллах, ССР Союзӗнчи халӑхсем пӗр-пӗринпе хутшӑнса тӑни ҫинчен пыракан ыйту пирӗншӗн чи малти вырӑнсенчен пӗрне йышӑнмасӑр пултараймасть. Ҫӗрле колхоз витинче «Дона ирӗке кӑларассишӗн кӗрешекен союза» Яков Лукич явӑҫтарнӑ Батальщиков Иван дежурствӑра пулчӗ. «Ҫук, — шухӑшласа илчӗ Паганель, — вунҫиччӗмӗш ӗмӗрте ҫуралнӑ ҫын, утравсене континент тесе, йӑнӑшма пултарнӑ. Ҫавӑ мӗн тесен те ҫӗр ҫинче хамӑр пуррине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Вӑл хӑйӗн бархӑтран ҫӗлетнӗ тусанлӑ сюртукне аялти тӳмисемпе ҫеҫ тӳмеленӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑй ҫине чӑлт шурӑ кӗпе тӑхӑннине лайӑхах курмӑ пулать, ку тирпейлӗ ҫыннӑн йӑлине кӑтартать ӗнтӗ, вараланса пӗтнӗ перчеткисем хӑйӗн аристократла пӗчӗк аллисем валли ятне ҫӗлетнӗн туйӑнаҫҫӗ, хӑрах перчеткине хывсан, эпӗ унӑн шупка пӳрнисем ытла ырханнинчен тӗлӗнтӗм. Левко чарӑнса тӑчӗ. Пысӑккӑн яра-яра пусса, анчах васкамасӑр, вӑл пӗр ҫулсӑр-мӗнсӗрех, авалтанпах вилесем ҫеҫ вырнаҫнӑ тепӗр Шырланпуҫ патнелле утрӗ. Ӗҫсем йывӑрлансах пыраҫҫӗ. «Мӗншӗн сӳс ҫипписем аплах ҫийӗннӗ-ха? Нивушлӗ лага час-часах тыткаланӑран?» — иккӗленсе шухӑшларӗ ҫамрӑк. — Анчах та, — терӗ Джон Мангльс, — эпир утравран инҫе те мар тӑнипе кӗрӗслетнине те илтмелле. Вӑхӑт чарӑнса тӑрса ҫак ҫыран хӗрринче, ватӑ башньӑсем хушшинче Песчинкӑпа Тихая шывӗсем пӗрлешсе юхнӑ тӗлте хам килессе кӗтсе тӑнӑ пекех пулса тухрӗ, — акӑ таврӑнтӑм ӗнтӗ эпӗ, вӑхӑтпа иксӗмӗр пӗр-пӗрин ҫине пӑхатпӑр. Туннель депо хыҫне илсе тухать. Макар вилнӗ ҫынна атӑ пуҫӗпе тӗкӗнчӗ: — Ну мӗн, тӑшман, чупса тӑрантӑн-и? Ирхине Базаров тӑма хӑтланчӗ, анчах пуҫӗ ҫавӑрӑнса кайрӗ те сӑмсаран юн юхма тытӑнчӗ, вӑл каллех выртрӗ. — О, эпӗ эсир пӗлетӗр пулӗ терӗм! Вӑл амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса ӑна хулӗнчен тытрӗ, ун патнелле сулӑнчӗ те амӑшӗн чӗришӗн ӑнланмалла, ҫывӑх сасӑпа кала пуҫларӗ: — Ҫапах та калам-ха сире: эсир кӑлӑхах кӗтетӗр… Ну халӗ каяр. — Ку риф ӑҫтине ан манӑр, атту ӑна та часах шыв хупласа илӗ те, ун ҫине пырса тӑрӑнма пулӗ. Манах пичӗ питӗ лӑпкӑ. Хӑвӑр ятӑра та… асӑнтарасшӑн мар-и эсир? — Ҫак кунсенчех. Лешсем питӗ хытӑ хӑраса ӳкнӗ те ҫӗрӗпех ҫывӑрман, кашни минутрах алӑкран пырса шаккасса кӗтнӗ, анчах та Софьйӑна жандармсен аллине тытса пама хӑяйман, ирхине вара унпа пӗрле жандармсенчен кулнӑ. — Атя каютӑна! — хуйхануллӑн каланӑ вӑл хӑйӗн тусне. Яланах сыхӑ тӑмалла, кашни куҫ мӗнле пӑхнине, кашни сӑмах мӗне пӗлтернине туймасӑр ирттермелле мар, ҫынсен шухӑшӗсене чухламалла, пӗр каварлӑха ҫапса хуҫмалла, улталаннӑ пек те пулмалла, унтан вара сасартӑк чеелӗхӗмпе усал шухӑшсенчен тунӑ пысӑк та йывӑр ҫурта пӗрре тӗртсех пӗтӗмпех ӳпне тӳнтермелле — акӑ мӗне пурнӑҫ тетӗп эпӗ. — Никама та залран ан кӑларӑр, алӑк патне часавойсем тӑратӑр, — тесе хушрӗ вӑл. Хӑрамарӗ, туршӑн та хӑраса ӳкмерӗ вӗт! — терӗ. Хӗрӗ ют ҫӗршывсенче пулса курнӑ та, каҫ-каҫ амӑшне кахаллӑн, хулӑнрах сасӑпа тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑр ҫинчен каласа панӑ: тахӑш хулара хӗрарӑмсем ҫуртсен тул енчи стенисене щеткӑсемпе супӑньпе ҫӑваҫҫӗ, тепӗр хулара хӗлле те, ҫулла та ҫав тери ҫӑра тӗтре тӑрать, ҫавӑн пирки кунӗпех хунарсем ҫунаҫҫӗ, анчах ҫапах та нимӗн те курӑнмасть; Анчах кунта ӑна хытах тарӑхмалли те тупӑнчӗ. Эсир арпашса кайни пирӗншӗн аван пулчӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Воропаев унпа пӗрлешрӗ те, отряд тапранчӗ. Станица вӗсене юрӑпа та кӑшкӑрашупа ӑсатрӗ. — Тӗлпулма малтанах килӗшнӗ. — Кайӑпӑр, — терӗ старик, ура ҫине тӑрса, мӗскӗн сассипе. — Софие мӗншӗн кайнӑ вӑл? Вара ҫав ишме пӗлмен телейсӗрсем кӳлӗрех путса вилни паллӑ пулнӑ. Сӑрт ҫинче ҫӳлӗ те лутра хырсем ӳсеҫҫӗ. Ӗшенсе ҫитнӗ утӑма нимӗн хӗрхенмесӗр хӑвалатӑп, вӑл пӗтӗмпех кӑпӑка ӳкрӗ, хартлатса, чуллӑ ҫул тӑрӑх вӗҫтерсе пырать. Пичӗпе ӗнси ун лачкам тар пулнӑ, вӑл ӑна сулахай аллипе шӑлсах тӑнӑ, сӑрт ҫине улӑхнӑ пек йывӑррӑн сывланӑ. — Ҫук, ҫук! Мӗн эсир ман ҫине тӗлӗнсе кайсах пӑхатӑр? Старикӗн хӑна йышӑнма юратакан кил-йышӗ, суранлӑ ҫыннӑн асапне май килнӗ таран чакарасшӑн пулса, пит аван пӑхрӗ. Чӗлхи ӗнтӗ хамӑр чӗлхе пекех теме пулать. Лукашка ҫав хушӑра, фазан ашӗн пысӑк татӑкне икӗ аллипе те ҫӑварӗ умӗнче тытса, пулса иртекен ӗҫсем ӑна пӗрре те хускатман пек, пӗрре урядник ҫине, тепре Назарка ҫине пӑхкаласа, иккӗшинчен те кулать. Вилнӗ патша гаремӗнче ҫеҫ ним йӗрке те пулмарӗ: ку сӑлтавсӑрах мар. — Ара эпир пӗтӗм чунтанах колхоза кӗме хатӗр-ҫке! Пӗр сехет хушши вӗсем лӑпланма пӗлмесӗр пычӗҫ; куҫӗсемпе Роберта шырарӗҫ, ҫав вӑхӑтрах тата ун юнланнӑ вилли ҫине таптасран та хӑраса пычӗҫ. Мӗншӗн тейӗр? Куҫсем сана паян кирлӗ пулаҫҫӗ-ха. Анчах, калӑр-ха тархасшӑн, бифштекс пулсан, эсир хӑвӑр та турткалансах тӑмастӑр пулӗ? — Эп вӑл хута ун пичӗ ҫине пӑрахрӑм, — терӗ вӑл. Вара пӗтӗм ҫут тӗнче унӑн ҫинче тытӑнса тӑрать-и? Анчах урамра шавлани те йытӑ вӗрни кӑна илтӗнет, урӑх нимӗн те илтӗнмест. Вӗсем вӑхӑт мӗнле иртнине те сисмерӗҫ, ҫавӑнпа та яла каҫ пулсан тин, юлашки грузовик ҫине ларса таврӑнчӗҫ те, каҫхи апатсӑр тӑрса юлчӗҫ. Ҫав шинельсен аркипе юнлӑ сӑмса шывне шӑлӑпӑр, ҫавӑ ҫеҫ. Хама инҫетри ҫӳревсенче медицина кирлӗ пулассине шута илсе, эпӗ Лейден хулинче икӗ ҫул та ҫичӗ уйӑх хушши ҫав наукӑна вӗрентӗм. — Ҫав пит тарӑхмалла! Хӑйӗн тулашӗпе ҫак ҫурт калама ҫук кӑмӑллӑ: вӑл питӗ таса, пур енчен те ку ҫурт кӑмӑла каять — кунтан лайӑхраххи пулма та пултараймасть. Халех. Вӗсен хисепӗ сахалланман, сахалланма мар, ӳссе пынӑ. Малалла калӑр, хаклӑ Паганель. Уҫӑ алӑк патне ҫитсен, Артём миххине лартрӗ те:— Павка! — тесе чӗнчӗ. Ҫипсем ҫатӑртатса татӑлнине илтсессӗн, Савельич кӑшт ҫеҫ уласа йӗрсе ямарӗ. Ӗҫ — сӑваплӑ. Ҫурмалла шампань эрехӗ кӑпӑкланса юха пуҫланӑ. Чӗнсене салтнӑшӑн эсир айӑплӑ мар, сирӗн эпӗ хушнине тумалла пулнӑ. Мана ирӗке кӑларнӑ хыпар ӑна калама ҫук савӑнтарчӗ. Вӑл Михайла мучи ывӑнса такӑннине, урисене улӑштарса утнине туйнӑ пулин те, васкатнӑ. Вӑл вӑраннӑ, анчах ҫывӑрса кайнӑ чухнехи пекскер мар, вӑл йӑлтах урӑх ҫын пулнӑ. Ав леш Хамбаров арманӗн леш енчи кивӗ шыв арманӗнче пурӑнать, тесе пӗлтер. Кала хӑвӑртрах, атту кунтах, сан сӗтел хушшинчех вилетӗп… Давыдов пуҫне аллисемпе тӗрелерӗ, ун ҫурӑмӗ ҫинче хул калаккисем сиккелеме пуҫларӗҫ. Ку вӑл революцичченех, эсӗ пӗчӗкҫӗ чухнех пулнӑ. «Ай, мӗнле пысӑк ҫын сӑнӗ! Мӗн ятлӑ тетӗн-ха эсӗ? Маншӑн пурпӗрех. Ах, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ҫав Давыдова! Ҫитменнине тата арӑмӗ чирлӗ, ачасемпе аптраса ҫитнӗ, нуша пусарать… — А-а, ав мӗнлескер вӑл!.. Павка шыв патне килнелле чупсан, вӑл хӑй ҫине тинкерсе пӑхса тӑракан Серёжкӑран:— Кала-ха, ачам, хулара мӗнле власть? — тесе ыйтрӗ. Анчах тепӗр кунне ҫил труках тепӗр майлӑ вӗрме пуҫларӗ. Вӑл ку пурнӑҫра чи лайӑх та чи чаплӑ ӗҫ тунӑ — пӗр кулянмасӑр, пӗр хӑрамасӑр вилнӗ. Кӑмӑла карӗ-и? Ӳт юратӑвӗ — ҫӑлӑнӑҫ клапанӗ, — акӑ мӗн пулса тухать. Вӗсен тураттисем кукӑр-макӑр та нӑкӑ, ҫулҫисем вӗтӗ мӑк пек, вуллисем йӗрлӗ-йӗрлӗ те мӑкӑльлӗ. Ытти япаласене, вӗсем алӑ айӗнчех пулччӑр тесе, ҫӗр хӑвӑлне шаларах вырнаҫтартӑмӑр. Паллатӑн-и эсӗ ӑна? Эсир юланпа ҫӳреме пӗлместӗр вӗт. Кӗме ыйтатӑп. Петровна йӗрет. Эпӗ ӑна-кӑна пӗлме питӗ юрататӑп, пурин ҫинчен те ыйтма хӑнӑхнӑ. — Сире пирӗн пата куҫарса килни нумай пулать-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ унран кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Нумай курнӑ ҫулҫӳревҫӗ пулса тӑрса, Гленарван тӗрлӗ ҫӗршывсенчи тӗрлӗ йӑласене хисеплеме вӗреннӗ. Ҫавӑнпа та вӑл экспедици ҫыннисем валли тата хӑй валли те чилиецсем тӑхӑнакан тумтирсене туянчӗ. Пур вак япалана та аса илме тӑрӑшса, вӑл хупса лартнӑ ҫынсем тарни ҫинчен темле юмах янӑ пек тата хӑй ӑна ӗненсех кайман пек каласа пачӗ. — Мӗнле пултӑр, чӑх-чӗпсене пӗрлештерсе хутӑмӑр, ҫавӑнпа. Кирка тымар ҫумне е чул ҫумне пыра-пыра ҫапӑннӑ иккен. — Пӗлместӗп. Эпир палуба ҫине чупса хӑпарнӑ чух унта никам та ҫукчӗ, сэр. — Атьӑр ман хыҫран, ачасем. Пӗр пуканӗ ҫинче пӳлӗм варринче ҫын ларнӑ, тарҫи пулмалла. Эпир Снеффельс тӑвӗ ҫине хӑпарма тытӑнӑпӑр, тен, унӑн кратерне те тишкерсе пӑхӑпӑр. — Авӑ кам иккен! Чипер гуяр ӗнтӗ… Клисурӑна сыхласа тӑракансене ҫакӑн пек йывӑр чухне пӑрахса кайма чӗри те туртмасть… — Ак пӗри, айванни, авланмасть-ха, — терӗ вӑл Федя ҫине, паҫӑрхи пекех алӑк янаххи ҫумне таянса тӑраканскер ҫине кӑтартса. Э-э, кур-ха, чӑнах, ҫак авалхи порт епле пысӑкланса ирӗк те ҫирӗп пулса тӑнӑ иккен! Эпӗ хам Россия пулнӑ, ӑнланатӑр-и? — Пӗлетӗп эпӗ сирӗн йышшисене! Кӗтмен хыпар мана хыттӑн ҫӳҫентерсе ячӗ. Хӗнессе те хӗнемен-ха, пӗр хутчен кӑна шаккаса илтӗм, анчах ытларах шаккамаллаччӗ. — Эх, эсӗ, чунӑмҫӑм! Каҫхине ҫичӗ сехет тӗлӗнче вӑл, ывӑннӑскер, выҫӑскер, пиҫиххинчен пилӗк-ултӑ ӑсан ҫакса, хӑш чухне тискер кайӑк тытса, ҫыртмаллисемпе пируссем выртакан хутаҫне салтса пӑхмасӑрах, килне таврӑнчӗ. Леночка ларчӗ, чӑлхисене майлама пикенчӗ, майласа пӗтерсен, вӑл пӗчӗк арчаран хӗрачин фуфайкине кӑларчӗ, — ӑна та сапламалла; ҫӗвӗ ӗҫӗпе аппаланса куҫне ан пӑстӑр тесе, Лена ӑна ирхинех амӑшӗнчен пытарнӑччӗ. Ҫав ҫавах. Куҫӗсем унӑн — кӑвак, ним кулмасӑр пӑхаҫҫӗ, вӗсен лӑпкӑн курӑнакан куҫӗсенче кӑвак вут ҫунса тӑрать, шӗвӗр сӑмсаллӑ типшӗм питне ҫутатса ярать. Акӑ тин Иван Иванович хӑй ҫӗлӗкне илчӗ. Ромаҫ мана шӑппӑн кӑна: — Ҫурӑмпа ман ҫурӑм еннелле тӑрӑр! Ҫав виҫӗ пӳлӗм яланах пушӑ тӑраҫҫӗ, хуҫасем пӗчӗк столовӑя чышӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне кансӗрлеҫҫӗ. Мӗн кӑна хӑтланса пӗтмерӗ ӗнтӗ! Шӑрпӑк ҫунса пӗтет, Яков Лукичӑн чӗрнисене ҫунтарать, анчах вӑл ыратнине туймасть. Ҫак каҫ фронтри ҫинчен каласа кӑтартма темӗн шухӑшласа хунӑччӗ, вара вӑл хӑйӗн халӗ паллах мар пуласлӑхӗн кӑмӑллӑ йӗрӗсене пысӑк хавхаланупа ярса тытрӗ. Амфитеатр умне, пурҫӑнпа витнӗ ҫӳллӗ вырӑна, Тускуб хӑпарса тӑчӗ. Ирхине ирех, килтисем пурте ҫывӑрнӑ вӑхӑтра, Тоня вӑранчӗ те васкаса тумланчӗ. Манӑн философи ыйтӑвӗсемпе калаҫас кӑмӑл пурччӗ те, эпӗ мӑнаҫлӑн: юрату вӑл хӑвӑнта мӗн ҫуккине тепӗр ҫынра тупма тӑрӑшни пулать, терӗм тата ытти ҫакнашкал сӑмахсем каларӑм. — Кай, — йӑмӑкӗ ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр ответлерӗ Ольга. Пӗр каччӑ теприне юратнӑ хӗршӗн хӗниччен вӑл каччӑ мар-ха, ҫур йӗм ҫеҫ. — Пӗлетӗп. Ыран ирхине вара — finifa la comedia. Ҫак каҫ Павел купӑсне нихӑҫанхинчен лайӑх каларӗ, ҫавӑнтах тата тӑсланкӑ Панкратов пурне те тӗлӗнтерме тенӗ пекех ташша янӑ хыҫҫӑн, Павка пушшех ҫӗкленсе кайрӗ, вӑл малтанхи кӗввине татрӗ, купӑсне тата хытӑрах туртса ячӗ. Пӑшаллӑ икӗ Soldat алӑк хыҫӗнче тӑраҫҫӗ, пӳлӗме сӑрӑ Uberrock тӑхӑннӑ этем, кофе ҫуртӗнче пирӗн ҫывӑхра ларнӑскер, кӗрсе тӑчӗ. Ҫӗрле пит ӑшӑччӗ, сирӗнтен нумайӑшӗ ӑна астӑваҫҫӗ пулӗ, эпӗ гостиница патне ҫитиччен вара ман тумтир типсе ҫитнӗпе пӗрех пулчӗ. — Хӑвна мӗнле хакламалла мар-ха? — Ах, апӑрша! — шеллесе калаҫрӗ Уэлдон миссис, ним хускалмасӑр выртакан пилӗк кӗлеткене курсан. Эпӗ пуҫа ытлашши ватмасӑрах пӗр йӑхра вӑрӑм янахлӑ ҫынсем мӗнле пулса кайнине, тепӗр йӑхри икӗ сыпӑкра та ҫынсем мӗншӗн мошенниксем пулнине, ҫав йӑхри каярахри икӗ сыпӑкри ҫынсем мӗншӗн ухмахсем пулнине, виҫҫӗмӗш йӑхри ҫынсем мӗншӗн ӑс-тӑнлах мар пулнине, тӑваттӑмӗш йӑхри ҫынсем мӗншӗн ултавҫӑсем пулнине ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илтӗм. Хӑйӗн заказчикӗ ҫакӑн пек васкасса вӑл пачах та кӗтмен. Пурте ҫапла вӗсем: ӗҫессине ӗҫеҫҫӗ, укҫине тӳлемеҫҫӗ. Секретарь пирки ыйтрӑм та — ҫак йӗкӗт кулать: «Вӑл, тет, ирех лобогрейка ҫинче ман вырӑна йышӑнчӗ, ав вӑл хир тӑрӑх вӗҫтерет, ҫулать». 25-мӗш число. Паян аслӑ инквизитор манӑн пӳлӗме кӗчӗ, эпӗ, унӑн ури сассине аякранах илтсе, тенкел айне пытанса лартӑм. Унтан тӗттӗмре, вӑрманта, шӑхлич вӑрӑммӑн шӑхӑртса илчӗ: ку вӑл Ясько Смоляк, конюх, пус тараси тайӑлнине асӑрхарӗ пулмалла та, часах хӑй пырса ҫитесси ҫинчен пӗлтерчӗ. Кунта никам та пулман. — Ҫур ҫултан эсӗ хӑвна ху та паллаймӑн. Сӑмах май, лешӗ ҫакна хӑлхине те чикмерӗ. Шырланпуҫра партие ҫӗнӗ членсем илме, ҫитменнине тата ҫав хуторти ҫынсенех илме, партин уҫӑ пухӑвне пирвайхи хут ирттереҫҫӗ, ҫавӑнпа ултӑ сехет тӗлне, ачасемпе вырӑнпа выртакан чирлӗ ҫынсемсӗр пуҫне, пӗтӗм Шырланпуҫ е шкула, е ун тавра пухӑнчӗ. Укҫа кӗтсе тӑрӑр темен эпӗ сире, малалла уттарӑр, тетӗп, — тенӗ полицейски, хӑйпе хирӗҫсе тӑма кирлӗ маррине палӑртакан сасӑпа. Тен, ку таврара пурӑнакан хресченсемех? Уйӑхӑн чӗмсӗр ҫутипе ҫуталса ялтӑраканскерсем, вӑхӑт пирки те, хӑйсем ӑҫти ҫинчен те мана-мана кайнӑ вӗсем, сехет хыҫҫӑн сехет иртнӗ акӑ, вара тин вӗсем пӳлӗмӗн решеткеллӗ чӳречисенчен кӗрен шуҫӑм ҫути кӗме пуҫланине тӗлӗнсе асӑрханӑ. — Ну мӗнле? — ыйтрӗ Базаров Аркадирен, ун патне кӗтессе тавӑрӑнсанах. — Половцев, унччен кӑна майӗпен, хуллен калаҫаканскер, сасартӑках мӗнпур пек сассипе хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Пиртен хӑрамалла! — Парӑм парса татманни ҫинчен-и? Ҫакна та асӑнса хӑварар, вӑл Марийка хыҫҫӑнах Соколовсен хапхине пырса шаккарӗ, тухтӑр пирки вӑл та ҫав карчӑкран ыйтса пӗлесшӗнччӗ, ҫав карчаках ӑна тухтӑра халь кӑна темле хӗрача шыратчӗ тесе пӗлтерчӗ. Старик калавне итлесе выртса, Алексей тутлӑн тӗлӗрнӗ. Ҫапла шухӑшласа ларнӑ вӑхӑтра ашшӗ-амӑшӗсенчен хӑшӗ те пулин кӗрсен, вӑл ютшӑннӑ, хӑравҫӑллӑн пӑхнӑ. Ӑна ӗнтӗ врачсем те юрать, теҫҫӗ. — Ҫапла тӑвӑпӑр. Огнянов йӗрет. — Австралине тухса кайиччен, — тесе пуҫларӗ тепӗр хут Мак-Набс, — тата тепӗр тӗрӗслӳ туса ирттересшӗн эпӗ. Хреснашшӗ Щуров ҫине йӗрӗнӳллӗн пӑхни Фомана темӗншӗн шӑртлантарса янӑ, вара вӑл старике куҫран пӑхса:— Сире, вара, питӗ юратмасть вӑл! — тесе шӑлйӗрӳллӗн каласа хунӑ. — Унтан вӑл аяккалла ялт сикрӗ те тӗттӗмре ҫухалчӗ. Эпир хапха умне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. — Гедеон атте ӑҫта? — тесе ыйтрӗ игумен, енчен енне пӑхкаласа. Хорунжий кӗпе вӗҫҫӗн кӑна, ҫухине уҫса янӑ та, унӑн мускуллӑ та ҫӑмламас кӑкӑрӗ курӑнса тӑрать. Ҫӗр тӗмисем ҫинче ӑшӑ ҫуратнӑ ӑрша йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн юхса вӗлтӗртетсе вылять; чечен курӑк ҫулҫин шӗп-шӗвӗркке ешӗл сӑнни, иртнӗ ҫулхи хӑрнӑ курӑк тунисене сире-сире, хӗвел патнелле кармашса туртӑнать. — Ҫук, формальноҫсӑр авантарах. Йытӑ патне вӑрттӑн пырса Кралич ӑна пуҫӗнчен ҫапрӗ, йытӑ хаяррӑн йынӑшса шыв хӗрринелле анчӗ, Кралич ӑна карлавпа ҫапса ҫырантан печӗ те, лешӗ шыва путса куҫран ҫухалчӗ. Унпа юнашар пыма май ҫук, мӗншӗн тесен ҫак ҫурт ӑшне пӗр тӗттӗм, вӑрӑм та ансӑр ҫул анчах илсе кӗрет. Казаксем, иртсе пыракан хӗрсене тӗрткелесе тата хутран-ситрен вӑйӑ картине татса шала кӗркелесе, вӑйӑ картине кӗреҫҫӗ. Анчах упӑшки унӑн кӗвӗҫӳпе, тӗрлӗ хаярлӑхсемпе тулса киревсӗрленнӗ ҫын пулнӑ-ҫке-ха, ҫавӑн пек упӑшкана юратни… питех мар ҫав. Анчах та унта вӗҫсе ҫитесси пулмарӗ. Сӑмах вырӑс музыкине пырса лексен, Санина, пӳлӗмри пӗчӗк фортепьяно ҫине кӑтартса, мӗнле те пулин вырӑсла ари юрласа пама ыйтрӗҫ. Фортепьянӑн хура клавишсем вырӑнне шуррисем, шуррисем вырӑнне — хурисем пулнӑ. Халӗ вӗсем ӑна итлеме пуҫларӗҫ… Ҫакӑ ӑнланмалла-и саншӑн? Ун патне икӗ работницӑна чӗнсе пынӑ. Акӑ мӗн пек вӑл. Жучка!» — тесе йытӑсене хытӑ кӑшкӑрса йыхӑрать. Салтаксен пӗр пысӑк ушкӑнӗ флягӑсем тытса, укӑлча хапхи патӗнчи тараса йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑчӗ. Ҫапла пулӗ тесе кам шухӑшласа тӑтӑр! — Вильям, эсӗ тӑван ҫӗршывран пӗр ывӑҫ тӑпра илсе килӗн те, тупӑка, ман пуҫ айне хурӑн. Пит-куҫӗсем ҫине пӑхсан, вӗсене аппӑшӗпе шӑлнӗ тесе калама май пулнӑ. Фонарь ҫутисем, тинӗсе ӳксе, темӗн чухлӗ сарӑ пӑнчӑсем сапаланӑ. — Гретхен, — терӗм эпӗ, — курӑпӑр-ха, ыран та ҫав сӑмахах калӑн-и вара? Сарӑ сӑрпа сӑрланӑ карнизӗ ҫинче, урамалла, маляр славянски саспаллисемпе кукӑр-макӑр эрешлесе ҫырса хӑварни курӑнса тӑрать. Унта ҫапла ҫырнӑ:«Т. К. Бородин. Тен, эсир Александр Владимирович Королева пӗлетӗр пуль, мӗншӗн вӑл дворянин мар? Вӑйран сулӑнса ҫитсен, типӗ ҫӗре чупа-чупа тухса, вӗри хӑиӑр ҫине тӑсӑла-тӑсӑла выртрӗҫ, утиялпа витӗннӗ пек, хӑйсене хӑйӑрпа витрӗҫ, унтан каллех шывалла сикрӗҫ те татах малтанхи пек хӑтланма пуҫларӗҫ. — Пӗчченех-и? — ыйтрӗ Инсаров. — Фабрика филантропипе аппаланмасть! — терӗ директор кичеммӗн. Сулхӑн тата тӗтре — ҫаксем утравӑн вӑрттӑнлӑхӗсем. Яланах еврейсене хӗнемелле мар. — Мӗн-ха унта юсасси, шутласа пӑхӑр-ха! «Чӑнах та, вӑл ман хуйха-суйха илсе кайрӗ, — шухӑшларӗ Елена. Пурне те каласа пӗтереймӗн… — терӗ. Совет влаҫӗ ҫав ҫулсенче мӗнле тума хушатчӗ? Кольхаун каялла Каса-дель-Корвӑна вӗҫтернӗ. Замостин ахӑлтатсах кулса ячӗ. Ҫӗрле вӑл аташма пуҫларӗ, пуҫӗ вӗриччӗ унан, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл пӗтӗм тӑлппӑвӗпе сивӗ чир тытнӑ чухнехи пек чӗтренсе илчӗ, ашшӗ ҫинчен те, шӑллӗ ҫинчен те темле ҫыхӑнусӑр сӑмахсем калакаласа аташрӗ; унӑн ту хушшинелле, килне каясси килчӗ пулас… Тӗмене татӑкӑн-татӑкӑн салатакан хӑрушӑ сасӑ вӑрман чӑтлӑхне тулса янӑрарӗ, ун тӑрӑх уласа кайрӗ. Халь кӑна тӗме ларакан вырӑнта тарӑн шӑтӑк пулса тӑчӗ. Йӗри-тавра сарӑлса выртакан сахӑр пек шурӑ юра кӑпӑшка тӑпра витсе хучӗ. Ҫавӑнтан эпӗ Татаринов капитан экспедицине мӗнле тупни ҫинчен калакан сыпӑкне ҫеҫ кӗртсе хӑварам. Тутар Республики, сӑмахран, автономлӑ юлать, а Казах Республики союзлӑ пулать, анчах вӑл Казах Республики культурӑпа хуҫалӑх ӳсӗмӗ тӗлӗшпе Тутар Республикинчен ҫӳлерех тӑнине пӗлтермест-ха. Анчах эп таврӑнӑп-ха. — Эпӗ тӗнчере пӗр Николай Петровича анчах юрататӑп, ӗмӗрех юратӑп та! — терӗ вӑл сасартӑк килнӗ вӑйпа, пӗтӗм пырӗпе ӳлесе ярас пек: — эсир мӗн курни ҫинчен эпӗ хам вилсен турӑ умӗнче те калама пултаратӑп: унта ман айӑп ҫук, пулман та. Петрпа ҫывӑх ҫынсем унӑн пӗтӗм сӑнарӗ пӗр ӑна ҫеҫ тивӗҫлӗ тесе шутланӑ пулсан, халь ӗнтӗ акӑ мӗн палӑрчӗ: шеллевсӗр пурнӑҫ шӑпи хӑйӗн вӑрттӑн вӑйӗпе пур мӗскӗн чунсене те — суккӑрсене — пӗр пек хупласа тӑрать, пӗр сӑнлӑ тӑвать. Е эпӗ сана памарӑм-им вара? — терӗ вӑл ҫилӗллӗн татса. — Айтӑр ӑна сеттльменте илсе каяр, ӑна унта суд туччӑр. Ҫакна ҫеҫ калӑр: пысӑк хӑрушлӑх пулма пултарать-и уншӑн? Керчьре пӗр ҫамрӑк еврей пурччӗ, вӑл сӑвӑсем ҫыратчӗ, пӗррехинче ҫакӑн пек ҫырнӑччӗ: Айӑпсӑр вӗлернисенеЧӑнлӑх вӑйӗ чӗртӗ!.. — Икҫӗр тенкӗ, тетӗн? Ҫак анлӑ шарлак шыв — Пӑхӑр юханшывӗ. — Сана, тусӑм, мӗн пуррипе те ҫитет, ҫитмесен вара — савни каллех тӗрлесе парӗ-ха, ку ӗҫе туни уншӑн ытлашшипех кӑмӑллӑ пулать. Ҫавӑ пурӗ икҫӗр доллар тӑрать теҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра танксен моторӗсем ҫав тери хытӑ уласа ячӗҫ те вӗсен тискер сасси пӗтӗм ҫывӑхри вӑрмансем тӑрӑх кӗрлесе кайрӗ, — танксем атакӑна тухрӗҫ пулас та, пит хӑвӑрт килеҫҫӗ курӑнать. Ӗлӗк ман хваттерте вунпӗр пӳлӗмччӗ, ӑна эпӗ пытарса-туса тӑмастӑп, анкетӑсенче те ҫаплах ҫыратӑп, мӗншӗн тесен эпӗ халӑха нумай усӑ кӳнӗ. Эппин кунта Огнянов вӑрттӑн пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ иккен, вӑл ҫавна пӗлсен хӑй те кулса ячӗ. Вӑл ҫиеле сиксе тухрӗ, хӑмпӑ кӑларса, шыва, пӗрӗхтерсе, куҫне уҫрӗ; анчах шыв ҫийӗнче шӑп кӑна унӑн пичӗ тӗлӗнче хӗвел йӑлтӑртатать иккен. — Эсӗ хӑв мӗнле тума сӗнетӗн тата, Дубцов? — ыйтрӗ Давыдов. Сар, сар! Васька! Васька! — кӑшкӑрчӗ Дмитрий, тӑруках темле урса кайнӑ пек пулса. Анчах Васька, ҫав-ҫавах ӑнланайманскер тата шикленме пуҫланӑскер, вырӑнӗнчен тапранмарӗ. Мӗнле шухӑшлатӑр эсир, мӗншӗн ҫапла пӑхатчӗ-ши вӑл? Халь ӑна, тархасласа та ӳкӗте кӗре пӗлмен тинӗсрен тухса ҫӗр ҫине ура ярса пуснӑ хыҫҫӑн, кирек мӗнле хӑрушлӑх та иртсе кайнӑн туйӑнать. Апла пулсан, Алексейӑн пӗлсех тӑмалла; унӑн вӑрҫӑ хыҫҫӑн канмалли вырӑн пулать ӗнтӗ. Пысӑк савӑнӑҫ кӳрӗп эп сана, ҫӗр ҫинче пуррисем пӗри те ним тӗшне тӑраймӗҫ ун ҫумӗнче. Пӗр талӑк иртрӗ. — Хӑҫан парӑма кӗме ӗлкӗртӗн эсӗ ӑна, сударь? Пассажир пӑрахучӗ иртсе кайрӗ. Яков Лукич пӗр ҫакна кӑна — ҫав офицер халичченех хӑй патӗнче пытанса пурӑннине кӑна — асӑнмасӑр хӑварчӗ. Мустангерӑн хӳшшинче Каллех мустангерӑн хӳшшине кӗрсе пӑхар. — Еврей пирки. Унӑн хулпуҫҫи ҫинче кӑвак кушак мӑрӑлтатса ларать. — Пӗлетӗп, Салли, май килнӗ таран упрама та тӑрӑшатӑп. Анчах ҫак вӑхӑтра пӗр касӑ вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килчӗ те парашютиста аяккалла вӗҫтерсе кайрӗ. Тархасшӑн, Бекки. Пурӑнӑр мӗнле май килет. — Пӗтӗмпе те пӗр доллар ҫеҫ, вӑл та хама кирлӗ… — Мана мӗн ӗҫ, кирлӗ пулин! Пар тенӗ сана. — Ия, варлисем пурте. Джемма хӑй ҫине Пӑван тинкерсе пӑхса ларнине лайӑх туйрӗ, вӑл ӑна ҫав вӑхӑтра Леонардо да Винчи портречӗсем пекех туйӑнчӗ. Джемма ку ҫынна халиччен шанман пулсан, халӗ сасартӑк унтан темшӗн хӑрама тытӑнчӗ. Ача сулхӑнта тӑратчӗ, ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫинчен лайӑхрах курӑнать. Ӗнентеретӗп сире, сквайр капитан чӑтайми ҫын пулнӑ тенипе пӗтӗмпех килӗшрӗм, унтан ӑна ҫав тери курайманнипе хӗрсе ҫитрӗм. Илтем мар текех вӑл сӑмахсене! Ҫутӑ ҫӳҫлӗ, сухалсӑр пуҫ ҫӳлелле туртӑнса темрен татӑлма тӑрӑшнӑ пек туйӑнчӗ, унтан сасартӑк стена хыҫнелле ӳксе ҫухалчӗ. Мӗне пӗлтерет ку? Апла эсӗ авланма шутлатӑн-и? Ҫапла вара юлашкинчен, мистер Джеральд, пурте пит лайӑх пулчӗ теме пулать. Ерофей Кузьмич тултан кӗчӗ ҫеҫ, Марийка килсе ҫитрӗ. Тӑватӑ кун хушшинче колхоз хӑйӗн кӗрхи ҫӗртме пуссине ҫуррине акса хӑварчӗ. Як сен поважашь то ро6иць!» тенине астӑватӑн-и?» — Ытла тахҫанах та мар та-ха, — пӳлчӗ ӑна Кораблев. Эпӗ илтнӗ калаҫусем тӑрӑх шутласан, вӗсен юратнӑ йӑпанӑвӗсем: вӗсемсӗр шампански ӗҫесси, ҫунапа хӗр чӳречисем умне каясси, — ӑна вӗсем иккӗшӗ те юратаҫҫӗ пулас, — чӑн-чӑн балта, ачасеннинче мар ӗнтӗ, визави ташласси. — Шутлатӑп ҫав, мистер Вудли. Ҫак шӑлса тасатнӑ стенасем ҫине пахсан, чӳрече ҫинчи каҫхи фиалкӑсене, халӗ ҫеҫ татса килнӗ ландышсене курсан вӗсем ҫине хӗрарӑмах ал хунӑ тесе шутлама та пулатчӗ. — Ак, ашшӗ, лайӑх мар япала шутласа кӑларнӑ эсӗ! — Николай тӗрӗс каланӑ! — терӗ Людмила, пӳлӗме кӗрсе. Пирӗн дворянсем хыҫҫӑн кайни килӗшмест. Малтанах нимӗҫ майри мана ҫиленчӗ; унтан — ӑна; унтан Николай Артемьевич ӑна ҫиленчӗ те: эпӗ килте ҫеҫ телейлӗ, килте манӑн рай, терӗ; вара майра ӑна: эсӗ хӑвна тӳрӗ тыткалама пӗлместӗн, тесе каласа хучӗ. — Эпӗ майрине нимӗҫле: «Ах!» терӗм. Коридор стенисем тӑрӑх тата унти нишӑсенче чул тата бронза кӳлепесем, кӗлеткесем, пуҫсемпе маскӑсем, вазӑсен ванчӑкӗсем тӑраҫҫӗ. Арӑм тени — вӑл, ачам ҫанталӑк пек, ӑна тӳрлетме пулмасть… ҫук! Ҫав пусма чӑмӑрккисене, калаҫу ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, тӳрем ҫӗрсенчи кациксене парне пама илнӗ. — Чинушӑсем! — кӗрлерӗ вӑл хаяррӑн. Унӑн пралукран тунӑ пюпитрӗ ҫинче дивизи хаҫачӗн листовки ҫакӑнса тӑнӑ. Хаҫатӑн кӗтессине «чаҫрен илсе тухмалла мар»; тесе ҫырнӑ пулин те, ӑна юлташӗсенчен пӗри ун патне пӗрмаях ярса тӑнӑ. — Чӑннипех те, — терӗ Уэлдон миссис. Вӗсен каллех калаҫу пуҫланса кайрӗ, пырасса ҫак калаҫу, паҫӑрхи пекех, ҫав йӗрпех пычӗ; анчах халӗ Санин паҫӑрхинчен ытларах калаҫрӗ. Талантлӑ та пултаруллӑ сатириксене эпӗ пурне те пӳрнепе шутласа тухма пултаратӑп, анчах вӗсем килмӗҫ. Эсир ҫитиччен тул ҫутӑлса каймӗ-и? Висбадена вӑл ӗҫ тума килчӗ, ҫак ӗҫе часах та хӑйне кирлӗ пек тӑвасса шанать; ҫакна шанман пулсассӑн, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тухса вӗҫмелле вӑл каялла, юратнӑ Франкфурта, хаклӑ та халӗ ӑна тӑван кил-ҫурт пулса тӑнӑ кил-ҫурта, Джемма патне, ун хӑй юратса пӑрахнӑ урисем патне… — Юрать, эпӗ хирӗҫ мар. — Саня, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — эпӗ унпа туслӑ мар. Аркадий ҫӗнӗ журнал номерне илчӗ те вулама пуҫларӗ. Вӗсем сахал тухса калаҫҫӗ пулсан, эпир айӑплӑ мар. Колчо сасартӑк калама чарӑнчӗ те ҫакӑн пек хушса хучӗ: — Пӗлетӗр-и, мӗн куратӑп эп халӗ? Сасси ун татӑлса кайнӑ. — Ҫирӗм иккӗре. Комисси комиссипе пултӑр, анчах колхозник ҫав комиссисен ура кӗлисем ҫине кӗтменпе пырса пуснӑ. Мӑнаккӑшӗ уншӑн учитель те, ҫав вӑхӑтрах вӑйӑри юлташӗ те пулнӑ. Хама мӗншӗн ращут пани ҫинчен кукамая каласа кӑтартасси маншӑн питӗ йывӑрччӗ, анчах чӗрене хытарса лартса, эпӗ каласа кӑтартрӑм. Ҫав ҫӗнӗ вӑй ӑна нимӗне пӑхса тӑмасӑр малалла ертсе пырать, халӗ ӗнтӗ вӑл Алексей Вениаминовичпа тавлашма та, унпа килӗшмесен, ӑна хирӗҫ тухса калаҫма та именсе тӑмасть. Вӑл санӑн кӑмӑлна каятех, курӑн акӑ. Тӑшман речӗсем шарт сикрӗҫ, ним йӗркисӗр чакма пуҫларӗҫ. — Юрать, Дик, — терӗ Уэлдон миссис. — Халь эс кала мана: ҫыранти мӗнле вырӑна пырса тухӑпӑр эпир? Анчах начальствӑна хирӗҫ пыракан ҫынсене — начальство суд тӑвать, епле апла вӑл? — Эпӗ сана кунти барышньӑсемпе паллаштарӑп, сана хамӑн ҫунатӑм айне йышӑнӑп, — пӳлсе хучӗ те Матвей Ильич, тулли кӑмӑллӑн кулса ячӗ. Пӑртакран король, ура ҫине тӑрса, малалла тухрӗ те, вӑй-халне пухса, сӑмах пекки калама пуҫларӗ, темӗн пакӑлтатать, ҫывӑх ҫынна ҫухатасси вӗсемшӗн, шӑллӗпе иккӗшӗшӗн, мӗн тери йывӑр хуйхӑ иккен, тӑватӑ пин миля килсе те вӗсем пиччӗшӗ вилсе кайиччен ҫитеймен, анчах халӑх вӗсемпе пӗрле ҫапла куҫҫуль юхтарса кулянни вӗсен хуйхине кӑшт ҫӑмӑллатать-мӗн, ҫавӑнпа вӑл вӗсене пӗтӗм чунран, пӗтӗм чӗререн тав тӑвать, хӑй ячӗпе те, пиччӗш ячӗпе те мӗншӗн тесен куна сӑмахпа каласа пама май ҫук, сӑмах мехелӗ ҫитмест, тет… малалла та ҫаплах супӗлтетрӗ, итлесе хӑлха йӳҫрӗ, унтан куҫҫульпе чыхӑнса, тӗн хушнине пӑхӑнса пурӑнакан ҫын пекех «аминь» тесе кӑшкӑрчӗ те ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. — Ну, вӑл ҫӑмӑл ӗҫ. — Ну, пустуя ан палка, — терӗ Макҫӑм. Консерваторие вӗренме каясшӑн мар-и вӑл?» — тет. Аэродром тӑрӑх темле шанчӑксӑр ҫынсем ҫӳрени ырӑ япалах мар вӑл, — терӗ секретарь. Ҫав вӑхӑтрах Австралин кунти ҫӗрӗсемпе иртекен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель таврашӗнче юхакан шывсем питех те сахал; кунсӑр пуҫне Америкӑри Рио-Колорадапа Рио-Негро шывӗсем океана пушӑ улӑхсем тӑрӑхӗпе юхса тухаҫҫӗ, вӗсем ҫынсем пурӑнакан вырӑнсенчен таҫтан аякран иртеҫҫӗ; кунта вара Австралин чи пысӑк шывӗсем — Мӗррей, Яра, Торренс. Дарлинг — е пӗри теприн юппи пулса тӑраҫҫӗ, е вӗсем океана юхса тухнӑ ҫӗрте питӗ шавлӑ суту-илӳ порчӗсемпе темӗн чухлӗ карапсем тӑнӑ ҫӗрте юхса тухаҫҫӗ. «Тавай ӑна кунта! — кӑшкӑрчӗ голова, тыткӑна лекнӗ ҫынна аллинчен ярса илсе. Вӗҫессе те вӑл ҫавӑнталлах вӗҫетчӗ. Унтанпа вӗсене никам та нихӑҫан та курман. Каймаллаччӗ-ши манӑн е тата кӑштах тӑмаллаччӗ-ши, пӗлеймерӗм; вӑхӑт ҫичӗ сехет еннелле сулӑнчӗ, кашни самантрах Катя шӑнкӑртаттарма пултарать. «Вакула тимӗрҫӗн!..» терӗ ӑна Оксана, пуҫ тайса, мӗншӗн тесен ку хӗрарӑм чӑнах та вӑл пулнӑ. Анчах пӗр минута яхӑн шухӑшласан, вӑл сылтӑм аллине ҫӗклесе пӳрнисемпе шаклаттарса илчӗ те: «Мӗнех вара» тесе пӑшӑлтатса малалла ыткӑнчӗ. — Турӑҫӑм! — терӗ вӑл, пӳрнисене пӑчӑртакаласа. Юратмаҫҫӗ кунта пирӗн йышшисене. Вӗсем пӗр ҫынсӑр пушӑ урамсем тӑрӑх ишӗлсе аннипе витӗр курӑнакан ҫуртсем ҫумӗпе ерипен иртсе пыраҫҫӗ. Льгова вӑл илнӗ, Афанасий Нефедыч илнӗ вӗт, Сергей Сергеича имени ашшӗнчен тӑрса юлчӗ. — Эсир ҫавна шанса тӑратӑр-и? — Ара, эпӗ ӑна хам куртӑм. Апла кунта ҫывӑхрах таҫта ҫурт таврашӗ те пулма кирлӗ! Эпӗ малта пыратӑп, Румкорф аппарачӗсенчен пӗрне пичче, тепӗрне эпӗ ҫӗклесе утатпӑр. Чуралӑхри пекех. Ҫак кун ирхине Огнянов бук катинчеччӗ, бук кати ҫурҫӗр енчи сӑрта пӗтӗмпе хупӑрласа илнӗ, хӗвеланӑҫӗнче вара вӑрмансӑр Амбарицӑ, унта Осӑма шывӗ юхса иртет. Лешӗ мана тискер куҫӗсемпе пӑхса тата темле тӗлӗнмелле туртӑна-туртӑна илсе хирӗҫ чӗнмерӗ. Анчах Тарас хӑй ывӑлне персе пӑрахсан, повӑр урисене койка ҫинчен антарса, аллисемпе унтан тӗкӗлесе тытрӗ, пӗкӗрӗлчӗ те макӑрса ячӗ, — питҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫулӗ шӑпӑртатса палуба ҫине тумланса анма пуҫларӗ, вӑл мӗшӗлтетсе: — Эй тур-тур… тур-тур… — тесе мӑкӑртаткаларӗ. — Ӑҫтан пӗлетӗр эсир ӑна? Пирӗн тухтӑрсен комиссипе парти Центральнӑй Комитечӗн постановленийӗ пур, унта: «Сывлӑхӗ начар пирки, ӗҫ памасӑрах, сывалмашкӑн Невропатологи институтне ямалла» тесе ҫырнӑ. Малтан ӑна пӳртре пӗччен юлма хӑрушӑччӗ; кайран хӑнӑхрӗ вара мӗскӗн хӑйӗн хуйхи-суйхине. «Ӑҫтан тупнӑ вӑл ӑна?! — Леночка, кил кунта, — терӗ Анна Васильевна, — пӑх-ха, матӑшкӑн ридикюлӗ мӗнле? Ҫук, чим-ха эс, тӑхта… «Пӗтӗм пурнӑҫӑма Катьӑна ӳстересшӗн патӑм та, вӑл ав мӗнле тав турӗ», тет. Унӑн лаптак сӑн-питӗнче тӗлӗнни те, хӑрани те палӑрмарӗ. Сасса илтнӗ Давыдов ҫырмалли пӗчӗк кӗнеки ҫинчен шурӑ тутӑр татӑкӗпе ҫыхса лартнӑ пуҫне ҫӗклерӗ те йӑл кулса илчӗ. Халӗ каях, аннӳ хушнине ту. Ун пек пулмасть-и? — Сывӑ пулӑр, сэр, — тетӗп эпӗ. Вӑл «Дункана» ҫитес ҫӗре илсе ҫитерет, ӑна лайӑх юсаса кӑларать, вара пирӗнпе тӗл пулмалли ҫӗре шӑп кӑна каланӑ вӑхӑтра ҫитет. Халӗ вӑл стройкӑра, платник пулса ӗҫлет, — тесе пӗлтерет Тая Павела. Цирка ертсе пыраканни унран кирек мӗн ыйтсан та, сӑмахшӑн кивҫене каймасть, куҫ хупса иличчен хуравне тупать, сӑмахӗ яланах ҫав тери кулӑшла пулать, ӑҫтан тупать-ши вӑл вӗсене, мӗнле ҫапла тӳрех пит ҫыпӑҫуллӑ калаҫма пулать-ха, ӑнланма пултараймастӑп. Досчаник сӑмси пӑр ҫине хыттӑн пырса тӑрӑнчӗ, ун хӗррине хаяррӑн сӑтӑрса илчӗ. — Эпӗ саншӑн пӑшӑрханатӑп. Вӑл тӳрмен ҫынсем мана пӗр-пӗр инкек тӑвасран — мана алла тытнӑ чух лапчӑтса вӗлересрен е пӑчӑртаса амантасран хӑратчӗ. Каронадисем ӗлӗкхи евӗрлисем, вӗсен лафечӗсене шӑлсӑр кустӑрмасем ҫине мар, бронзӑран шӑратса хывнӑ шӑллӑ кустӑрмасем ҫине вырнаҫтарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах уй енчен вӗрекен ҫил пӗрмаях хӑлхара шӑхӑрса тӑрать, ҫавӑнпа вара ачана хумсем хӑвӑртрах чупнӑн, вӗсен таппи ӗнерхи куна асилтернӗ евӗр, таҫти урӑх тӗнчерен килекен пӗтӗм сасӑсене хупласа хунӑн туйӑнса каять. Сасӑсем арпашӑнса вӑйсӑрланнӑҫемӗн ача кӑкӑрне темле нӑшӑклантарса, пӗтӗм ӳт-пӗве ҫемӗҫтерсе яракан туйӑм капланать. — Итле-ха, Джим, санӑн сӑрлас килет пулсан, эсӗ кунта пӑртак сӑрлакала, эпӗ саншӑн шыв патне кайса килетӗп. Ҫак япала кӗтмен ҫӗртенех пулса тӑчӗ. — Документсемсӗр ӑҫта кайма пултарать вӑл? Темиҫе минут иртсен Джемма каллех калаҫма пуҫларӗ. Манӑн атте яланах пире хамӑр трактира хупма тивесси ҫинчен, унсӑрӑн капитан пур ҫынсене те пирӗн трактиртан сивӗтни ҫинчен калатчӗ. Камӑн-ха киле кайнӑ чухне ҫакнашкал мӑшкӑла курас тата хӑраса чӗтресе ларас килӗ! Анчах эпӗ капитан пире пуринчен ытларах усӑ кӳнӗ пулӗ, тесе шутлатӑп. Алӑка каллех шаккарӗҫ. «Санӑн аҫу яланах тӗлӗнтермӗш этем пулнӑ», — терӗ вӑл алӑ пӳрнисемпе хӑйӗн чаплӑ бархат шлафрокӗн яраписене ывӑткаласа. Хӑй алсӑр пулнинчен те вӑтанатчӗ. Эпир хамӑр каякан утравран инҫех те пулман, — вӑл ӑҫта вырнаҫни ҫинчен тӗплӗн калама ман право ҫук. Кӑнтӑрла та ҫӗрле те эпир, горизонт ҫинче утрава курассине кӗтсе инҫетелле пӑхаттӑмӑр. Ача чухне кирек мӗне те ҫӑмӑл вӗренетӗн, вара майӗпенех хӑвӑн ӗҫне пӗлсе кӑна мар, шухӑшламасӑр, хӑнӑхупа тума пуҫлатӑн, ӳлӗмрен вара моряк, парӑссене хӑвӑрт ҫавӑркаланӑ пекех, кирлӗ самантра хӑвӑрт тавҫӑракан пулса ҫитет. Пулма та пултараймасть! Илтмен. Фома ҫак хӗрарӑма урамсенче сахал мар куркаланӑ; вӑл пӗчӗкскер пулнӑ, ӑна хулара чи илемлӗ хӗрарӑмсенчен пӗри тесе шутланине те Фома пӗлнӗ. Ун ҫинчен хула хушшинче ырӑ калаҫман. Ку ҫав мар-и?» Аялти секцири мӗнпур горючи ҫунса пӗтсен, вӑл ракетӑран уйрӑлса ҫӗр ҫине ӳкет. — Мӗн тетӗн! — тесе кӑшкӑрса ячӗ ученый. — Ӑҫта вӑл? — тесе ыйтрӗ часрах Гленарван. — Ҫавӑн пек сӑтӑрҫӑ-колхозник пур сирӗн хушӑра. Акӑ вӑл! Хӑй чи ӑнланмалла япаласем ҫинчен — кил-йыш пурнӑҫӗ, ачасем, суту-илӳ, полици, ҫӑкӑрпа ҫу хакӗсем ҫинчен, ҫынсем куллен мӗнпе пурӑнаҫҫӗ — ҫавсем ҫинчен каласа кӑтартать. Вара ҫавсенче пуринче те вӑл суя, пӑтравлӑ, темле ухмахла, хӑш чух кулӑшла, яланах — ҫынсемшӗн усӑллӑ мар япаласем пуррине тупса кӑтартать. Анчах та мӗн турӗ-ха Алвиш Бенедикт пиччепе? Мӗн эс — ӗҫ пулсан, этеме вара телей те пулать, тесе шухӑшлатӑн-и? Ку вӑрманта виҫҫӗмӗш тапхӑрти йывӑҫ-курӑксем хӑйсен мӗнпур илемӗпе ашкӑрса лараҫҫӗ. Вӗсем Ледков ӑҫтан суранланнине те пӗлеҫҫӗ. «Пымастӑп». Ман атте-анне вилсе каяс пулсан, эпӗ йӑмӑка шӑллӑм аллине парса хӑварӑттӑм, хам ӗмӗрлӗхех мӑнастире кайӑттӑм. Кӗнӗ юлташран пытанас тенӗн, кӗленче-туссем пӗр пӗрчӗ сӑмах кӑлармарӗҫ, шӑп-шӑпӑрт ларчӗҫ, лешӗ хӑйсем ҫийӗн пӗшкӗнсен те-ха, вӗсем, тӗттӗмре чеен кулкаласа, таҫта аяккалла пӑхрӗҫ. 13) Юлашкинчен, мӗн чул та пулин ӗҫ тӗлне пыракан тата тепӗр тӳрлетӳ. — Юрать. Хула ҫинче ҫулӑм ялкӑшса тӑчӗ — Красноярск полкӗн казармисем ҫунчӗҫ. — Суд приставӗ, Матра свидетелӗ тепӗр хут чӗнсе кӗртер-ха кунта. Типӗ хӑйӑр хут ҫине тӑкӑнса тӑчӗ, вара ҫӗрпӳрте темле кӑпшанкӑсем тулнӑ пек, вӑл йӗрӗнмелле кӑштӑртатрӗ. Мексиканец йӗнер ҫинчен хӑйӗн кӗске пӑшалне — экскопетне — йӑпӑр-япӑр ярса илчӗ те, тискер ашака тӗллесе, персе ячӗ. Атакӑна Говэнӑн ертсе пымалла, тен, вӑл пӗрремӗш ретрех каять. Сасартӑк Том шӑхӑрма пӑрахрӗ. Хайхи карчӑк, йывӑр бидонне ярса илсе, сехӗрленсе ҫухӑрса ячӗ те крыльца ҫине сиксе хӑпарчӗ. Качаки, мӑйракипе стена ҫумне ҫапӑнса, тӑпах чарӑнса тӑчӗ. Усӑнса тӑракан тӑлӑп аркисене чӗркуҫҫи айнелле чиксе, лашине ҫавӑрнӑ та ҫуна патӗнчен аяккалла, вӑрманпа хурал пӳрчӗ пулас тенӗ еннелле хӑваласа кайнӑ. Ой-ой-ой! Кӗнекери усал ҫын ӗҫре кирлӗ ҫӗрте хаяр, вӑл мӗншӗн хаяррине яланах тенӗ пек ӑнланса илме пулать, а эпӗ тӗлсӗр, ниме кирлӗ мар хаярлӑха курса тӑратӑп, ҫын унтан усӑ тавраш кӗтмесӗр унпала йӑпанать анчах. Юлнӑ апата пӗр ҫӗклеме, пӗр ҫын йӑтмалла туса, ҫыхрӗҫ. Мӗн ӗмӗрлӗхех манӑҫа юлмалла пек туйӑнакан пӗчӗк-пӗчӗк тапхӑрсем те манӑн асӑма килсе кайрӗҫ. — Юрать-ха мыскараҫӑ ҫеҫ пулсан, — терӗ Фабрицци. — Ухмахла вӑхӑт! — терӗ вӑл, шухӑшласа тӑрса. Ҫын мӗншӗн айӑплӑ пултӑр: унта ӑна лайӑхрах, ҫавӑнпа унта куҫнӑ та». Серёжа ҫул ҫине сиксе тухрӗ те, лаша енне ыткӑнса, старикпе лаша хушшине тӑчӗ: — Ан тив, бандит, йытӑ! — Ах, Аркадий! кӑмӑл туччӗ, пӗрре лайӑхрах, ризсен йӗркине кӗриччен, пӗрне-пӗри пӗтерсе хуриччен вӑрҫса илер-ха. Пирӗн чаплӑ ҫынсемпе улпутсем вӑхӑта ирттермелли йӑпану-савӑнусен шутӗнче эпӗ ашкӑнчӑк вӑйӑсене те асӑнсан, король тӗлӗнсе ӑнтан кайрӗ. Мӑйӗ ҫинче кайӑк пуҫӗсенчен тунӑ мӑй ҫакки, пуҫӗ ҫине тӗксемпе, шӑрҫасемпе илемлетнӗ тир калпак, пӗҫҫи тавра тир пиҫиххи, ун ҫинче ҫӗршер хӑнкӑрмапа шӑнкӑрав — вӗсем мганнга хусканмассерен испани мулӗн ут таврашӗсенчен те хытӑ шанкӑртатаҫҫӗ, — ҫакӑн пек Африкӑри тухатмӑшсен пӗрлешӗвӗнчи чаплӑ асамҫӑн тумӗ. — Уйӑрӑр — нихӑш те ҫӗнтермен! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ тӑруках темиҫе сасӑ, вара ҫынсем ҫаврашкана ҫӗмӗрсе боецсене пӗр-пӗринчен уйӑрчӗҫ. Астӑвӑр: тата виҫӗ кунтан эпӗ Парижа каятӑп; эсир Франкфурта таврӑнатӑр… — Ҫынсене ҫул ҫинче ҫитерӗпӗр-и? — Провинцисем?!. — Паганель сӑмси ҫинчен куҫлӑхне илчӗ. — Анчах мӗншӗн каламалла мар-ха? Вӑл та ҫавӑн пек кайӑка тытмах ҫӳретчӗ, — терӗ Спиридончо. — Анчах эсир ӳт юратӑвӗ ҫинчен кӑна калатӑр-ха. Вӑл хул калаккисемпе стена ҫумне тӗреннӗ, кӗпҫине алӑк ҫинелле, шӑпах Яков Лукич кӑкӑрне тӗлленӗ ручной пулемета кӑштах ҫӗкленӗ чӗркуҫҫи ҫине хунӑ… Сутлашакансенчен пӗри каланӑ: тупана ҫирӗп тытма пултарнӑшӑн хӗр ыттисенчен ытларах мухтава тивӗҫлӗ, тенӗ. — Эпӗ, гражданка, сирӗншӗн пулсан, тутӑхнӑ пӑта та ҫапса парас ҫук. Чи меллӗ мар вырӑнта — ӑна кӗтсе тӑр. Корчагин ҫакӑнта, кӑвак акшар стена ҫумӗнчи ҫӑра чинара сулхӑнӗнче, канма юратать. Тӗлӗнмелле ҫирӗп шӑмшак. — Анчах эпӗ калани вӗсем чӑнах та пурӑнаҫҫӗ пулсан ҫеҫ тӗрӗс пулать; ун пек халӑх пурӑнмасть пулсан, пирӗн хирӗҫӳсем хӑйсене хӑйсемех пӗтсе лараҫҫӗ. Альтмансем патне иртенпех ҫынсем сӑмах перкелешсе илме тата ӑнсӑртран тенӗ пек пин тӗрлӗ япаласем ҫинчен Горева мӗн шутланине ыйтса пӗлме кӗре-кӗре тухаҫҫӗ. — Вӑл! Вӑл чӗрӗ апла! Иван Остен пит паттӑр ҫын, тӗл пемешкӗн те ӑста. Ҫывраймастӑп, апат та ҫиейместӗп, пуҫра, тур ан хуштӑр ӗнтӗ, тем тӗрлӗ ухмахла шухӑш та ҫаврӑнать. «Лайӑх хӑтланатӑр эсир, Иван Никифорович! — Пырать пек, колхоз председателӗ юлташ. Аялта та, ман ҫывӑхра та малтан сас-хура илтӗнмерӗ, е ку мана пӗтӗм ӑшчик тӑвӑлса пӑлханнипе ҫапла туйӑнчӗ, анчах майӗпен-майӗпенех эпӗ тӗрлӗ сасӑсем ҫывхарнине туя пуҫларӑм. Вӗсем хыҫҫӑн тӑватӑ вырӑнлӑ кӳме ҫинче майор, генерал адъютанчӗ тата вӗсене хирӗҫ ларнӑ икӗ офицер пыраҫҫӗ; ку кӳме хыҫҫӑн полкра пурте пӗлекен ҫӑмӑл урапа килет, — ку урапа хуҫи паян самӑр майор иккен; ун хыҫҫӑн тӑватӑ вырӑнлӑ бонвояж пырать, унта — тӑваттӑн, пиллӗкмӗшӗ вӗсен чӗрҫи ҫине вырнаҫса ларнӑ. — Ылханчӑк, хӑш пӑлхавра ҫаратнӑ-ши?.. «Тырра тиесе каяҫҫӗ… — шухӑшласа илчӗ Давыдов. Кун пек тӗпчени тӗрӗс мар тет. Пӑх! — терӗ шӑппӑн Том. Африкӑран пил шӑмми, упӑтесем, турткӑшсемпе антилопсем кӳрсе тӑнӑ вӗсем; Чӑркӑш упӑшки ҫеҫ ан кансӗрлетӗрччӗ — пӗтӗм ыйтӑвӗ те ҫакӑнта кӑна. — Ку пирӗн шыравсене питӗ йывӑрлатать, — тесе хучӗ ӳпкелешсе Гленарван. А эпӗ, Сережа, тӗрӗссипе каласан, ҫакӑн пек ӑшша килӗштеретӗп… Пирвайхи уйӑха эпӗ кунта, ҫак ялта, ирттертӗм. Ҫавӑн пек сутакан пырсан, приказчик мана кӗнекеҫӗ Петр Васильевич патне, ӗлӗк пичетленӗ кӗнекесене, иконӑсене тата тӗрлӗрен авалхи япаласене пӗлекен ӑста патне чӗнме яратчӗ. Ҫак сӑмахсем ӑна яланах хурлантаратчӗҫ, анчах халӗ вӗсем кӑкӑра хурлӑхсӑр пуҫне лӑпкӑ мӑнкӑмӑллӑх тултарчӗҫ. Вӑл ӗнтӗ, ваше благородие, шухӑшланинчен килет. Хула ҫыннисем, вӗҫекен утрав парӑничченех, хирӗҫ тӑма шутланӑ. Анчах та вӑл госпитальте чухнех хӑйне авиацие таврӑнма сӑмах панӑ. Оленина хуларан тухса каякансем ҫеҫ ҫак урамсемпе ҫӳренӗ пек туйӑнчӗ. — Австрали ҫыранне-и? — терӗ вӑл, куҫӗсене чарса. Шултӑра сывлӑм тумламӗсем халь те акацисем ҫинче ҫакӑнса тӑрса, вӗсен вӗт-вӗт ҫулҫисене усаҫҫӗ, ҫӗр ҫине куҫҫулӗ пек тумлам-тумламӑн ӳкеҫҫӗ. — Юрӗ! — терӗ тухтӑр. Шура унӑн паянхи интересӗсенчен аякра тӑрать. Унӑн ҫинҫе кӑна куҫ харшисем кӑмӑлсӑррӑн туртӑнса илчӗҫ, куҫӗсем карчӑк ҫине ыйтуллӑн пӑхрӗҫ. Кунта вара мӗскӗн хӗр хӑйӗн хаярлӑхне, усал хурлӑхне пӗтӗмпех ирӗк пачӗ: — Суккӑр ухмах! — Анчах ҫакна кура эсир шухӑшласа илместӗр-и… — Хӑвала! — ҫилленсе кӑшкӑрчӗ Оленин. — Пӗрремӗш рангри военврач хуть те мӗн ҫырма пултарать, анчах пирӗн уҫӑмлӑн та татӑклӑн каласа паракан инструкци пур, унтан пӑрӑнма юрамасть… Юрне кӑларса тӑксан, Ваҫили Андрейч часрах пиҫиххине салтса пӑрахнӑ та, Микитене кӑшт тӗртсе, хӑй тӑлӑпне сарса янӑ та Миките ҫине кӗрсе выртнӑ, ӑна вӑл тӑлӑпӗпе анчах хупласа лартман, хӑйӗн вӗриленсе кайнӑ пӗтӗм пӗвӗпе те витсе лартнӑ. Эпӗ вара ӳкӗнме пуҫларӑм. — Вӑрҫи хӑҫан пуҫланнӑ? — тесе ыйтрӗ Мэри. — Ҫук. — Мӗн тери тискеррӗн пӑхать вӑл хӗрарӑмсемпе мӑшӑрлану ҫине! Унӑн кулли пушӑ пичке кӗмсӗртетнӗ пекех илтӗнет. Илемлӗ ҫамрӑк хӗр, ҫӑп-ҫӑмӑл мӗлке пек шуса пычӗ савни хӑйне тӗл пулма чӗннӗ вырӑна. Мересьевӑн пӗтӗм шухӑшӗ те урасем ҫинчен кӑна пулчӗҫ. Йӗмен пуль-ҫке эсир? Ҫак икӗ ҫул хушшинче эс, тусӑм, вӑрманти сасӑсене маннӑ. Ку темех мар, каллех часах хӑнӑхӑн. Ан хӑра! — Кулябко Афанасие Махно касса пӑрахрӗ-ҫке, — терӗ хӗвелпе пиҫнӗ кавалерист хӗрхенсе — первӑй сорт гармонистчӗ. Вӗсем, мӗнпур ҫынна хӑналаса тата ҫут тӗнчере пурте савӑнччӑр тесе музыкантсене тара тытса, козаксен йӑлипе пӗтӗмпех ӗҫсе янӑ. Пӗр аллипе черкке тытса, тепринпе, ирӗккипе, хор ертсе пынӑ чухнехи евӗр хӑлаҫланса та пӗшкӗртнӗ пуҫне сулкаласа, Лех хӑйӗн шутсӑр нумай калавӗсенчен пӗрне калама пуҫларӗ; вӗсем вара унӑн, чӑннипех те, питӗ нумай, кӑлпасса ӑшне ливер тултарнӑ пекех, ҫавсемпе тулса ларнӑ вӑл, анчах хӑй вӗсене, урӑх япаласем ҫине кӗре-кӗре кайнине, танлаштарусемпе сутмалли юмахсем хушса такӑнтарнипе, нихӑҫан та вӗҫне ҫити каласа пӗтереймест. Ун тавра вӗресе тӑракан йӑслав таҫта аяккалла кайса пынӑ пек туйӑннӑ. Эпӗ халӗ теВара мана ҫамкаран лӑпкӑн, таса туйӑмпа чуптурӗ. Мӗн ҫинчен калатӑн эс? Эпӗ ӑнланаймастӑп. Каялла ҫаврӑнса кайма та ҫулне тупаймӗҫ! Унӑн ҫав тери тӗрӗс, илемлӗ пичӗ, яштака кӗлетки мана тӑтӑшах ҫапла каланӑн туйӑнчӗҫ: «тархасшӑн, пӑхма пултаратӑр ман ҫине». Нумайччен сӑнанӑ хыҫҫӑн ҫеҫ ун пичӗ ҫинче пӗр-пӗрин урлӑ каҫса каякан пӗркеленчӗк йӗрӗсене асӑрхама пулать, тарӑхнӑ е пӑшӑрханнӑ самантсенче вӗсем лайӑхрах та палӑраҫҫӗ пулӗ. Пӗтме патне ҫитнӗ ӗҫе ҫирӗм хутчен тепӗр хут пикентерчӗ ҫил, вара кӑнтӑрла иртсе виҫӗ сехетре тин парус фок-мачтӑн штагӗ ҫинче ҫирӗпленсе ҫилпе хӑмпӑланчӗ. Пӗр ҫӗр утӑм маларах, ҫӳллӗ сӑмсах кӗтесси хыҫӗнче вӑрӑм ӳснӗ ҫӑра вӑрман ларать. Лакпа сӑрланӑ пек йӑлтӑртатакан хытӑ ҫулҫӑллӑ, пысӑк турилкке евӗрлӗ шурӑ чечеклӗ магнолисем; йывӑр сапакӗсене усӑнтарса ӳсекен виноградпа эрешлентерсе тунӑ беседкӑсем; ҫутӑ хупӑллӑ тата питех те лапсӑркка ӳсекен ватӑ пысӑк платансем; табак плантацийӗсем, пӗчӗк юханшывсем, шыв сиккисем, пур ҫӗрте те — клумбӑсем ҫинче, картасем ҫинче, дачӑсен хӳмисем ҫинче — ӳсекен чечек те ырӑ шӑршӑллӑ розӑсем — ҫавсем пурте хӑйсен чечекленекен илемлӗхӗпе ачан айван чунне вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнтереҫҫӗ. Хӗпӗртенипе ача чарӑна пӗлмесӗр калаҫать, кашни минутрах старике ҫаннинчен туртать вӑл. Уҫрӗ те — юмахри тӗлӗк курна пекех савӑнса кайрӗ. — Ахалех! Ухмах халӑх… Ваҫили Андрейчӑн ҫывӑрасси килмен. Ҫакӑн пек эпир тӑватӑ хут аппалантӑмӑр. Мотор чӗтрет, чӑхӑлтать, пӗр-икӗ теҫетке ҫаврӑм тӑвать те чарӑнать, акӑ вӑл ӗҫлеме пуҫларӗ. Сывпуллашма вӑхӑт! — Ан хӑра, ху мӗн шухӑшланине пӗтӗмпех кала мана. Половцев лашине кӗҫен алӑкран ҫавӑтса кӗме ӗлкӗрнӗ те хапхана сӑлӑп хурса лартнӑ. Сунар пӗтнӗ хыҫҫӑн кит тытакан карап хӑвӑртрах ҫырана ҫитсе чарӑнма, унта вара кит тушкине вӗҫне ҫитиех майласа хума тӑрӑшать. Гусев унта кӗчӗ те хунар ҫутинче ҫӗрӗпех тишкерчӗ. Акӑ — икӗ ҫунатлӑ, ахӑртнех, хӑвӑрт вӗҫекен пысӑках мар кимӗ. Эпӗ пӳлӗме пуҫа чиксе пӑхрӑм; тӗттӗм те пушӑ. Пӑван пӗртте хускалмарӗ. Полковник сасси ун хӑлхине кӗмен пек туйӑнчӗ. Хӑйӗнпе калаҫакан хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын, Артамонова хӑйӗн вӗт-шак шухӑшӗсемпе тиркелесе кӑштах чӗртекенскер — ҫухалнӑ, вилнӗ. Вӗсем этем ку таранччен пӗлекен икӗ пин тӗслӗ йывӑҫ-курӑксенчен пӗри-ши, е шурлӑхсенче ӳсекен йывӑҫ-курӑксем-ши? — Кам пӗлет, тен хамӑнах ҫав страницӑна уҫса вуламалла пулӗ», тенӗччӗ. Ку шухӑш капитана самаях тыткӑна илнӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кун ҫинчен вӑл ытти кӗнекесем ҫинче те пӗр хутчен кӑна паллӑ туман. Вӗсем, шуранкаскерсем, сӑрӑ курткӑсем, лӳчӗркенсе пӗтнӗ йӗмсем тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ. — Гражданин, пирӗн тата нумай кӗтмелле-и? Петр палӑрмаллах ырханланчӗ. — Ҫӗмӗрсе тӑкрӑм ҫав, мӗншӗн тесен ҫӗнӗ ура тума заказ панӑ. Хӳшӗри хитре мар сӗтел ҫинче кӗмӗл доллӑрсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Чи 34 сло Мц гдао. Директор хӑйӗн сӑмахне ҫапла пуҫласа ячӗ:— Халӗ ӗнтӗ, ачасем, эпӗ сире пӗр-икӗ минут хушши май килнӗ таран тӳрӗ те шӑп ларма тата хӑвӑрӑн мӗнпур тимлӗхӗрпе манӑн сӑмаха итлеме ыйтасшӑн. Паллах, эпӗ аслӑ монархсен кӑмӑл-йӑлисем ҫинчен кӗнекесенче те вуланӑ, ҫынсем каланине те нумай илтнӗ. Унтан вӑл каллех тухнӑ та тепӗр минутран кӗрӗк тата цилиндр тӑхӑнса кӗнӗ. — Эпӗ, — терӗ Митропольский. — Председатель пулма? Вилӗм курӑнӑвӗпе туллин киленес йӳтӗмпе вӗсем пӗтӗм Ҫӗр ҫинче уяв-вӑйӑ-савӑклӑх йӗркелеҫҫӗ, патшалӑх управлӑхӗсене, лавккасене яриех уҫаҫҫӗ, ҫурҫӗртен шурӑ хӗрсене илсе килеҫҫӗ те вӗсене халӑха йӑпанма параҫҫӗ, ҫут ҫанталӑка хирӗҫле киленӳшӗн ҫунса минрекен пур ҫын валли те храмсене уҫаҫҫӗ, фонтансене эрехпе тултараҫҫӗ, лапам-тӳремре какай ӑшалаҫҫӗ. Амӑшӗ йывӑррӑн сывласа илчӗ. Ҫакӑ Томпа ун виҫӗ юлташӗшӗн питӗ пысӑк хуйхӑ пулчӗ. Кам ӑна пӑрахса хӑварма хӑйӗ? Пӑх-ха, ку… — Кам? Яп-яка калаҫма вӗренсе ҫитнӗ! — Апла эппин, хӑвӑн аҫу-аннӳне курсан, эсир каллех Мельбурна килетӗр? — тесе ыйтрӗ Элен. Хамӑра пире ун ҫине пӑхма аван мар пек туйӑнчӗ. — Ну, ырӑ ҫыннӑмсем, салтак маттурлӑхне кӑтартам-и эпӗ сире? — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн кулса. Чӑн-чӑн татӑклӑ минут ҫитсе ҫапӑнни темле ҫийӗнчех паллӑ пулса кайрӗ пуриншӗн те. Токарев кӗске ураллӑ, чӗркӗмӗл пек чупкаласа ҫӳрекен станцири чекист Холява патӗнче выртса тӑрать. Тельмарш ӗнентерсе пуҫне сулчӗ. Халь вӑл Уэлдон миссиса хӑйсем «Пилигрим» 43°35' кӑнтӑр широтипе 164°13' хӗвеланӑҫ долготинче иккенне пӗлтерме пултарать, мӗншӗн тесен вӗсем ӗнертенпе вырӑнтан пачах куҫман тесен те юрать. — Ҫывӑ-и, Илья Васильевич аттемӗр! — терӗ Ерошка, ура ҫине тӑрса, пуҫ тайса илсе. Сутасси те, ирсӗрлӗх те катастрофа хыҫҫӑн кӑна пур енчен те курӑнса кайрӗ. Монтанелли татӑлса йӗнине илтес мар тесе, Артур пуҫӗ ҫинченех утиялпа витӗнчӗ. Энск чаҫӗнчи летчиксем сталинла соколсене — Григорьев капитана — коммуниста, Карпенко стрелок радиста тата сывлӑшра перекен Ершова — яланах асра тытса тӑрӗҫ, вӗсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи юлашки минучӗччен тӑван ҫӗршывшӑн кӗрешрӗҫ». Хушамачӗ унӑн — Тимошкин, анчах та вӑл хӑйне темшӗн Гаер Кулий ят панӑ, — вӑл ку ятпа мӗн тӑвасшӑн пулнине паян кунччен те пӗлейместӗп. Хӗвел системине нимӗн те аркатаймасть тесе вӗрентекенсем мӗн каланӑ пулӗччӗҫ вара? — Тата ӑҫта каятпӑр? Окопсенче, пуринче те каскӑсем пытанчӗҫ. Миките мала сулахай енчен сиксе ларнӑ, хӑрах урине тулалла уснӑ. Тен, эпӗ йӑнӑш каларӑм пулӗ, анчах эпӗ мӗн шухӑшланӑ, ҫавна каларӑм. — Халӗ ӗнтӗ пӑшалсемпе ытти япаласене те, мӗн пуррине пӗтӗмпех ҫӗклесе кӑларар, — терӗ Гек. Сӑнӗ унӑн палӑрмаллах шурса кайрӗ, куштӑрканӑ пит ҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ. — Майор карабинӗн ҫурри манӑн алӑра. Хастарлӑ ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсене пур ҫӗртен те хупӑрласа илнӗ хӑрушлӑхсене манчӗҫ, вӗсене ҫул ҫине халех тухма май пулманни анчах кулянтарать. Алексей каялла пӑхса хайне никам та сӑнаса тӑманнине курчӗ те, нӑтӑртатакан сивӗ сӑрана ачашланӑ пек шӑлкаласа илчӗ. Хӗрех иккӗмӗш палатӑна «патша тӑхӑнса ҫӳремелли» протезсем илсе пынине часах тата тепӗр вырӑнта хӗрӳллӗн сӳтсе яврӗҫ. Ку вӑл Мускаври государство университетӗнче, медицина факультечӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче пулчӗ. Тен, ӗҫӗ те тасах мар. — Ҫук, батюшка, картинӑсемшӗн тавтапуҫ. Зинаида чӗркуҫленсе ларнӑ та ун тути-ҫӑварне ҫӳлелле ҫӗклет. Ҫапла лаша пуҫӗпе шап-шурӑ, юрсӑр пуҫне урӑх ним те курмасӑр, тата лаши хӑлхисемпе хайӗн тӑлӑп ҫухи патӗнче ҫил шӑхӑрнисӗр пуҫне урӑх нимӗн те илтмесӗр, вӑл пӗр пилӗк минут чуптарнӑ. Ӑна хӑй тӳп-тӳрех кайнӑ пек туйӑннӑ. Павильон йӗри-тавра тӑраканнисем те, лараканнисем те пур, ҫӳрекеннисем хушшинче вара пуринчен ытларах моряксемпе адъютантсем, шурӑ перчеткеллӗ те ҫӗнӗ шинеллӗ офицерсем. Икӗ кун иртсен, Инсаров, килме пулса сӑмах панипе, япалисене илсе, Берсенев патне ҫитрӗ. Хӑш чух тата пӗр-пӗр дворянин, хырӑмӗ выҫнӑран васкаса ҫинипе, пулӑ шӑммипе лакса ларни те пулкалать, ун пек чухне Пацюк ӑна ҫурӑмӗнчен чышкӑпа пӗрре лайӑхрах парать те, пулӑ шӑмми вара, дворянин пырне сиенлемесӗрех, тӳрех кирлӗ ҫӗре анса каять. Кӗнекесене те ҫавнашкалах вулатчӗ вӑл. — Чӗреренех, Елена Николаевна, чӗреренех. — Епле лайӑх, эй турӑ! — тав туса калать кукамай. Вӑл унтан тимӗрҫӗ тупса килеймесен, фургон малалла кайма пултараймасть. — Килӗштереймерӗмӗр. — Укҫине вара? Трантасран кӑларса пӑрахрӗ-и вӑл? — Эп пӑрахтарнӑ пулӑттӑм ӑна… Кӑшт ҫеҫ манса кайман: Антон Парфеныч Фунтиков сире вырсарникун апата кӗрсе тухма каларӗ. Пилӗк минут пек вӑл пӗр хускалмасӑр выртрӗ. Паллах ӗнтӗ, мана аннерен нумай тӳсме лекрӗ, вӑл епле кӳреннине курсан, ман чӗре питӗ ыратрӗ, — кӑштах васкарӑм пулӗ тесе шутларӑм, анчах манра сан ҫырӑву пулчӗ, тата эпӗ унсӑрах… пӗлеттӗм ӗнтӗ… — Эсӗ ху ӑна пит лайӑх пӗлетӗн. Эпӗ хамӑн хаяр пичченӗн пӳлӗмне васкаса пытӑм. Ку вӑл малта пыраканӗ ишнӗ; ыттисем е кунтах, е инҫех те мар, леш енче; эп сана чӑнне калатӑп. Званийӗпе вӑл пирӗн хушӑмӑрта чи асли, мӗншӗн тесен ӑна пуринчен те йывӑртарах. Тавернӑна пынӑ ҫынсенчен хӑравҫӑраххисем калама ҫук хӑраса ӳксе, пӗр-пӗрне чыша-чыша алӑк патнелле ыткӑнчӗҫ. Тӗне кӗнӗ ытти ҫынсем пекех, типӗ тытма юратмастпӑр. — Мӗн тӑватӑн эсӗ, мӗне ҫунтарасшӑн? — тенӗ вӑл, портрет патне пырса тӑрса. Марийка пӳртелле чупса кӗчӗ, пӗртак тӑрсан, унтан пӗтӗм кил-йышӗ чупса тухрӗ. — Ҫук, тӑванӑм, туссемпе тӑвансем мана ҫак йывӑр вӑхӑтра хӑваласа ячӗҫ, — ҫилле хывса пӗлтерчӗ тухтӑр. Эпӗ слесарь ӗҫне кӑшт тавҫӑрнине ыйтса пӗлсе, маншӑн пуҫлӑхсем умӗнче хӑйӗн тӑванӗшӗн тӑрӑшнӑ пек ыйтма пуҫларӗ. Ҫуркунне ҫитнине туйса илтӗр-им? — Тархасшӑн, ман пата кӗрӗр. Хальхинче вӑл хӑйпе пӗрле хутпа кӑранташ та илсе тухать, вара темӗн ҫинчен хисеплеме тытӑнать, анчах ку ӑна ҫӑмӑлах мар иккен. Вӑл пӗр бокал тытрӗ, икӗ бокалне Еленӑна тата ҫуна ҫине ларма ӗлкӗрнӗ Инсарова пачӗ. — Турӑ патӑр сире… — терӗ Николай Артемьевич, анчах каласа пӗтерме пултараймарӗ, эрехне ӗҫсе ячӗ; лешсем те ӗҫрӗҫ. — Ытах та хам аван пулсан, пурнӑҫӑм та аван пулмалла! — хумханма тытӑннипе чӗри чӗтревлӗн тапма пуҫланине туйса, сассине хӑпартса каланӑ Фома… Турӑҫӑм! Халь — кӑнтӑрла, ҫӗрле мар. Конверта темиҫе ҫӗртен пичетленӗ. Пичет вырӑнне пӳрнескепе алӑ пуснӑ, ахӑртнех вӑл, эпӗ капитан кӗсъинче тупнӑ пӳрнеске пулнӑ пулас. Курӑк типсе хӑрайман-ха, вырӑн-вырӑнӑн нимӗнле шӑршӑ та сарми пулнӑ ӗшенчӗк чечексем курӑнкалаҫҫӗ. «Итого следует получить Карлу Мауеру кроме жалованию — 159 рублей 79 копеек». Яков яланах кӑмӑлсӑртараххӑн, кӗскен, анчах ӑнланмалла каласа панӑ; унӑн сӑмахӗсем тӑрӑх ҫапла пулса тухнӑ: Мирон Российӑн пӗтӗм Европа пурӑнакан йӗркепех пурӑнмалла, тет, Горицветов Российӑн хӑйӗн ҫулӗ пуррине ӗненет. Шеф хӑй вара, хӗрлӗ питлӗ темӗн пысӑкӑш старик, ҫӳлӗ ҫамки ҫинче кӑвакарма пуҫланӑ, ҫилхе пек хулӑм ҫӳҫлӗскер, пурне те чарусӑр вӑрҫаканскер, вӑрҫӑчченхи пекех кунне икӗ хут, крахмалланӑ халатсем тӑхӑннӑ ординаторсемпе ассистентсен ушкӑнӗпе пӗрле, палӑртса хунӑ сехетсенче палатӑсем тӑрӑх ҫӳренӗ, ҫӗнӗрен илсе пынӑ аманнисен диагнозӗсене пӑхнӑ, йывӑр аманнисем пирки консультаци панӑ. — Паллах, полици те кун ҫинчен манран ытлашшине нимӗн те пӗлмест. Ун умӗнче ҫуркуннехи пылчӑкран типсе ҫитмен сарлака шоссе сылтӑм еннелле пӑрӑнса каять. Вӑл вӑхӑтра ҫак чугун ҫулӑн линийӗ ҫӗрте пилӗк миль таран ӗҫлеме пуҫланӑ. Ромашова тарӑхтаратчӗ те, ӗшентеретчӗ те ҫакӑ. — А-а, Марийка! — хӗпӗртесе ӳкрӗ Лозневой, анчах ҫав хушӑрах, хӑй ӗнер Марийкӑпа харкашнине аса илсе, нимӗнле мар пулса кайрӗ. Пушӑсем шартлатнипе кӑлтӑрписем пӑр ҫинче шӑхӑрса куснӑ сасӑсем ҫеҫ илтӗннӗ. — Бенедикт пичче, ку вӑл, кит пулсан та, вилӗ кит пулӗ, — иккӗленчӗ Уэлдон миссис. — Улпут сана хулари тӗрмене хупса лартас, саламатпа ҫаптарас, унтан пӗр-пӗр ҫӗре инҫене ӑсатас, тет, анчах эпӗ сан хутна кӗтӗм те, сана кӑларса яма ирӗк ыйтса илтӗм. Ҫав ҫул пулнӑ. Вара, самантрах вӗчӗрхенсе кайса, чӗлпӗре кирлӗ мар ҫӗртенех алӑран алла ҫилӗллӗн куҫаркаласа, генерал Осадчий пуҫӗ урлах полк командирне кӑшкӑрчӗ: — Половник, кӑларса ярӑр ку ротӑна. Вӑл хӑй куҫ умӗнче пулса иртекен ӗҫпе арпашса урайӗнче ларать. Пурпӗрех вилетӗн эсӗ. Хура Урасем пуян йӑхсем вырӑнче шутланнӑ. Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл Лапшинов ҫумне сӗвенсе пурӑнни тӗрӗс сӑмах, яланах ун патӗнче ӗҫлетчӗ, анчах та ку хырӑм тутӑран пулман ӗнтӗ? Ӑна хирӗҫ, аманнисемпе вилнисене тата тарнисене шута илмесен, сахалтан та пилӗк пин ҫын пулать, унӑн вара пин те икҫӗр салтакран та ытла мар. — Пирӗн вӑхӑт пур-ха, — тытса чарчӗ ӑна акӑлчан. Эпӗ илемлӗ куҫсен вут ҫулӑмӗнче час-часах пулса курнӑ, ҫавӑнпа та унтан питех хӑрамастӑп. Йӑмӑкӗ хӑйӗн ывӑнма пӗлмен чӗлхипе нумайччен кӑшлатчӗ, аптӑрататчӗ кукамая, эпӗ вӑл усаллӑн ҫухӑрнине итлесе, нимне пӗлмесӗр хурланса шухӑшлаттӑм: кӑна кукамай епле тӳсме пултарать-ши? теттӗм. Эсӗ, улпутӑм, ан ҫилен, ачи, хӑвах куратӑн, ҫамрӑк, ӑс пухса ҫитерме ӗлкӗреймен-ха. — Ӗҫӗ мӗнлескер вара вӑл? — тӗпчесе пӗлме тӑрӑшнӑ аслӑ Артамонов, анчах ни шухӑ шӑллӗ те, ни унӑн ӑслӑ ывӑлӗ те ҫак вӑрҫӑ мӗншӗн ҫав тери кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнине тивӗҫлипе ӑнлантарса парайман. Юнланнӑ ҫанӑллӑ тумтирпе сире карап ҫине епле илсе кӗрес-ха? — Мӗн сӳпӗлтетрӗ ҫав ҫын ҫапӑҫу ҫинчен, Серби ҫинчен, — терӗ Инсаров, кӑштах вӑхӑт иртсен. Вӑл ҫӑматине хывса атӑ тӑхӑнасса икӗ эрне кӗтрӗм. Старик ҫӗрелле пӑхса, пит тарӑн шухӑша кайса, мӑкӑртатса илнӗ: — Шуйттан пӗлет-и, мӗне пӗлтерет-ши ку? Куҫҫуль тумламӗсем, питҫӑмартисене йӗп-йӗпех йӗпетсе, тахҫантанпах хырманнипе шӑртланса ларнӑ сухалӗ ҫинче тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ те, кӗпине кӑкри тӗлӗнче хура пӑнчӑсемпе эрешлесе пӗтерсе, юха-юха анаҫҫӗ. Хӗрпултӑр макӑра-макӑра ҫакна каласа пачӗ; йӗкӗтсем ӑна урамра ярса илнӗ те, темле тапаланса та вӑл вӗсенчен хӑтӑлайман, вара вӗсем ӑна анлӑ чӳрече витӗр пӳртелле тӗртсе янӑ та, чӳречине хӑмапа ҫапса лартнӑ. — Килсе курӑр-ха! — тенӗ Галилей хӑй мӗн курнине шанман ҫынсене. Эпир ҫапла хӑвӑрт малалла пыратпӑр. Унтан тата кашниех гоноррейӑпа е тата хӑрушӑрах чирпе чирлемен-и тесе тӗпчет, кашниех нимӗн пытармасӑр каласа пама хушать, а манӑн вӗсене ҫакӑншӑн кукша пуҫӗсенчен ҫатлаттарас килет. Вӑл, вӑрҫа пула хӑйӗн хӗллехи шӑтӑкӗнчен тухнӑскер, выҫӑ та хаяр пулнӑ. Е пӗччен кайса, хӑй ӑраснах хыпса ҫуннине кӑтартасшӑн пулнӑ-ши? Койотсем унта айӑплӑ мар. Тӳпенелле пӑхать те вӑл — тусене аса илет. Хӑй ҫине, Ванюша ҫине пӑхса илет те каллех тусене курать. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер. Историллӗ факт. Хӑшпӗр чухне ачасем валли вечерсем йӗркелерӗҫ. Вӗсем сайра та питӗ хаваслӑ иртрӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсен хушшисем суран пекех ыраттарчӗҫ. — Халь вӗсем вокзала, эшелона тиенме кайрӗҫ, — мӑнаҫлӑн ӑнлантарса пачӗ Коля Колокольчиков. — Эсӗ хӑвӑн сӑмахусем мӗне пӗлтернине ӑнлансах каймастӑн пулас, — терӗ Монтанелли ҫемҫе сасӑпа. Билл, Том, е Боб, е тата мӗнле те пулин? — Мана акӑ пурпӗрех: ҫамрӑк-и, ватӑ-и.— Епле пурпӗрех тетӗр эсир? Чӑнах, ҫапла! Ҫав инкеклӗ куртка пиркиех тем пӗлесшӗн тӑрмашрӗҫ. Курткӑм вара симӗспе сӑрнӑ сӗтел ҫинче хама хӗрхеннӗн курӑнать. Темиҫе нимӗҫ, никам сисмен хушӑра сылтӑм флангран килсе ҫитнӗскерсем, сасартӑк пӗчӗкҫеҫ сарай хыҫӗнчен сиксе тухса килхушшинелле ыткӑнчӗҫ. Кӗскен каласан, тӑн килсе кӗчӗ ӑна. Анчах икӗ уйӑх вырӑн ҫинчех выртрӗ, хӑй юн сурать, аран-аран калаҫать. Ҫапла, ытла васкамасӑр, вӑхӑт-вӑхӑт ҫеҫ пӗр-пӗрне сӑмах хушкаласа утрӗҫ вӗсем. Мана ҫапах та пӗр япала пӑшӑрхантара пуҫларӗ: пирӗн хатӗрленӗ шыв запасӗ ҫурри чакнӑ. — Ара, ӑна ҫавӑт та ҫул тӑрӑх чуп. Шутласан, мӗнле тарӑхмасӑр тӳсмелле, мӗнле, савнӑ алӑран пулин те, ҫавнашкал ҫапнине чӑтса ирттермелле?! Анчах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ вӑл, ҫитес эрнерех пуп патне каятӑп та йӑлтах каласа паратӑп, паянтан пуҫласа ҫулталӑк вӗҫленичченех, кашни кунах аллӑшар хут ӳксе пуҫҫапатӑп, терӗ. Тискер кӗтӳ хуралҫӑ тӑракан ту тӑрри урлӑ каҫас тесе шутласа килнӗ пулмалла. Кунта паллӑ ҫулҫӳревҫӗ чаплӑн кӗтсе илнӗ, ӑна Парижри географи обществин премине, Лондонри географи обществин пысӑк медальне панӑ. Эпӗ сирӗн альбомра Саксонн Швейцарийӗн ӳкерчӗкӗсене пӑхрӑм, эсир мана ку интереслентерме пултараймасть терӗр. — Вӑл Гаукинс ашшӗн сасси пулнӑ пулсан, — ҫав териех ӗнентерсе каларӗ Роберт, — вӑл нимӗн те илтмен, нимӗн те курман тесе каламӗччӗ. Унӑн сӑнӗ кашни минутранах улшӑнать. Хир чӑххисен шӑршинче пӗр ҫӗре таччӑн ҫыпӑҫса пӗтӗҫнӗ тем тӗрлӗ шӑршӑ сӗвемӗсем те пур, ҫавӑнпа та тилӗ аҫин, ҫавсене шӑршласа тӑранас тесен, тӗмеске ҫинчен анмалла, ҫӑлтӑр пек йӑлтӑртатса выртакан юр ӑшӗнчен урисене кӑлармасӑр, ҫӑмӗ пӑрланнӑ ҫӑмӑл хырӑмне хытхура тӑррисем тӑрӑх сӗтӗрттерсе, пӗр аллӑ чалӑша яхӑн йӑпшӑнса шӑвӑнмалла. — Ҫыхса пӑрахнӑ мана… — Софья еннелле ҫаврӑнса ыйтрӗ вӑл. Тӗтре пулин те, ҫак виҫӗ ҫынтан пӗри — варринче пыраканни суккӑр ыйткалакан пулнине курса палларӑм. Хӗвел унӑн чи ҫывӑхри хӗрринелле хӑвӑрттӑн шӑвать, акӑ ҫухалчӗ те. Николай ҫинчен вӑл кӑмӑллӑн шухӑшларӗ, унӑн ӑна валли пур ӗҫе те лайӑхрах тӑвас, ӑна пурнӑҫне ӑшӑтма пултаракан ачашлӑхпа пӑхас кӑмӑл килнине туйрӗ… Вара, ӑнланмасӑр тенӗ пек кӑшт пӑхса тӑнӑ хыҫҫӑн, Ерофей Кузьмич малалла утрӗ, утнӑ май вӑл йӗри-тавра шиклӗн пӑхкаласа пычӗ. Этем алӑ хумасӑр, тулӑклӑ алӑсем перӗнмесӗр пулман кусем. Анчах та плита умӗнчи Саня калама ҫук лайӑх! — Ку путсӗр хӗрачапа инкек курма кӑна, — терӗ Ольга кӳренчӗклӗн. — Лагерьте никам та ҫук-и? — ыйтрӗ Том. — Яша, Яша! — хыттӑн пӑшӑлтатнине илтрӗ Артамонов. Манол пичче ывӑлне Диарбекир тӗрмине хупнине асне илчӗ вӑл… Эпӗ пӗр стакан эрехе тӗппипех ӗҫсе те ятӑм ӗнтӗ, мана тепре тултарса пачӗҫ, тӑнлав кӑлт-кӑлт тапма тытӑнчӗ, ҫутӑ йӑм-хӗрлӗ курӑнакан пулчӗ, ман тавра пурте кӑшкӑрашаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, анчах мана пачах савӑк мар пек туйӑнчӗ; мана ҫеҫ мар, ыттисене те кичем пулнине, эпӗ хам та, ыттисем те тем пирки юри кӑна питӗ савӑк пек кӑтартнине эпӗ пӗр иккӗленмесӗр ӗнентӗм. Ыттине пӗтӗмпех манса кайса, ҫавна итлесе ларассине пӑсас мар тесе, Тома никам та сӑмах чӗнсе кансӗрлемерӗ. Тӳррипе каласан, хулара пурӑнма питех интереслӗ марччӗ; ватӑ хуҫа арӑмӗ, ӗлӗкхи пекех, мана юратса каймастчӗ; ҫамрӑкки мана шанмасӑртарах пӑхатчӗ; чӗкеҫ шатрисем тухнипе тата пушшех хӗрлӗрех пек пулса кайнӑ Викторушка, темшӗн кӳреннӗскер, пурин ҫине те мӑкӑртатса ҫеҫ ҫӳретчӗ. «Мӗн вӗсем ҫине пӑхса тӑмалла», тенӗ вӑл яланах: «Эпӗ вӗсем валли ӗҫлеместӗп вӗт. Карапа чарас тесе ракетӑн малти двигательне ӗҫе янӑ иккен. Апла пулсан, мӗншӗн-ха унӑн ҫав териех вилес килмест? Ҫак юнлӑ каҫхине ӗмӗрлӗхе туслӑн ҫыхӑннӑ икӗ ҫын арман хыҫӗнчи упа паланӗ тӗмӗ ӑшне икӗ вилле сӗтӗрсе кайрӗҫ. Дмитрий мана ҫавӑнтах хӑйӗн амӑшӗпе, йӑмӑкӗпе, мӑнаккӑшӗпе тата Любовь Сергеевнӑпа паллаштарчӗ. Анчах акӑ вӑл, санӑн дачу, кур! Вӑл каллех робинзонсен пурӑнӑҫне ырлас шутпа хӑйӗн тахҫанхи шухӑшӗсене аса илчӗ. Анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Хӗлле. Самолёт силлесе хӑварнипе, йывӑҫ тӑррисенчен шурӑ пас йӑлтӑртатса, хӗм сапса тӑкӑнчӗ. — Мана хуйха ертсе ан пӗтер. Халӗ, хӑвӑрах куратӑр, унпа калаҫнин усси ҫук. Ҫынсем ман еннелле пӳрнисемпе тӗллесе кӑтартаҫҫӗ, хӑйсем хаваслансах аллисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ. Кӑшкӑрнине хирӗҫ чӗнмеҫҫӗ пулин те, вӗсем мана асӑрханине ӑнланса илтӗм. Ан хӑрӑр, государь ырӑ кӑмӑллӑ, эпӗ хута кӗме ыйтӑп. Партире тӑраканнисем хӑйсен кӗске ҫӳҫлӗ арӑмӗсемпе ярӑнса ҫӳреччӗр тесе, вӗсем валли атанабильсем туянасшӑн-и? Лини ҫинче бронепоезд тӑрать. — Эсир те хатӗрленетӗр-и? — типпӗн ыйтнӑ Медынская. Поляксем калашле «Висла ҫинчи хӑват» пулса тӑчӗ — хӗрлисем Варшава патӗнчен каялла чакрӗҫ. Шурӑ пансен Польши чӗрӗ юлчӗ. Граф нумайччен ӗҫкӗ-ҫикӗпе пурӑннӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ хӑнасем хушшинче кулкаласа нумайччен савӑнса утса ҫӳренӗ; анчах та, унӑн телейсӗрлӗхне пула, именийӗ унӑн ӗмӗрне ҫитеймерӗ. Мӗн пулчӗ ӑна? Инсаров Елена ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Эпӗ сирӗн пата каяттӑмччӗ. Вӗлернӗ-и эпӗ е вӗлермен-и тесе шухӑшланӑ май эпӗ сасӑ памарӑм. Анчах унӑн тӑшманла шухӑшне сиссе, эпӗ ӑна тӗрлӗ майпа ҫак ӗҫрен пӑрасшӑн тӑрӑшрӑм, ҫапах та ҫак ултавҫӑ та путсӗр ҫын Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов мана тем те пӗр каласа хӑртрӗ, мужик пек ятларӗ, ҫав вӑхӑтранпа ӗнтӗ ман ҫине вӑл ӗмӗр каҫӑхми вӗчӗхет. Маориецсем чӑрмантармаҫҫӗ пулсан, ку питех те аван план пулать, — терӗ Паганель. — Эпӗ кунта «Шурӑ Акӑш» гостиницинче чарӑнтӑм (ку сӑмахсене вӑл туртса тухрӗ), сирӗн ответа ҫуркуннеччен кӗтетӗп». Унӑн ҫӑмламас сухалӗ айне пытаннӑ упалла сӑн-пичӗ те чӗтрерӗ, каюра куҫӗсем пек, суккӑр тӗслӗ куҫӗсем сиксе тухас пекех. Вӑл, билечӗ ҫине тинкерсе пӑхса, пӗр сӑмах та шарламарӗ. — Пустуй эсир, мамаша, укҫа илетӗр, шалккӑ мар мана укҫи, ҫапах та — пустуй илетӗр! Пысӑк урапана чи чалак лашасене кайса кӳл-ха. — Эсир те пурӑнмасан вара кунта! Ҫемйине курсассӑн, вӑл сасартӑк улшӑнса кайрӗ: ҫилпе кушӑркаса, хуралса ларнӑ сӑн-пичӗ йӑл кулма пӑрахмарӗ, ҫӑлкуҫӗ евӗр лӑпкӑ куҫӗсенче тул-туллиех ҫурхи хӗвел ҫутти. — Эпӗ-и? — Сыв пул. — Эсӗ унта мана шыра! — терӗ амӑшӗ. — Эп пӗтӗмпех пӗлетӗп, пӗтӗмпех! Ах, чунӑмҫӑм! Голос хӑй хул пуҫҫине темле эполет пекки ҫӗлесе хучӗ, урине йӑлтӑр-ялтӑр ботфорт тӑхӑнчӗ. Ҫав хӗрарӑм йӗпе сӑмсаллӑ ҫапкаланчӑк шӑпӑрланран, Мартенран, купӑста туяннине курсан, ӑна тахши пуртӑ тӑршипе ҫапнӑнах туйӑннӑ; г-жа Лора хӑйӗнчен йӗрӗнсе аяккалла пӑрӑннине курсан вара, ун пичӗ пӗҫерсе кайнӑ, ӑна вара нимӗн те тытса чарма пултарайман. Гусев пуҫне чӑркӑшшӑн суллакаларӗ те тӳреме чупса тухрӗ. Мистер Генри те тухса кайнӑ. Ӑнсӑртран именчӗклӗн те хӑюсӑррӑн пӑхса илнӗ куҫсенче мӗн чухлӗ каласа пӗтермен шухӑшсем, ӗмӗтсем, ӑнланасран шикленнӗ пирки калама именнӗ сӑмахсем! Ашшӗпе амӑшӗ унӑн канӑҫ ҫуккине сиснӗ, вӗсен ачаш шараҫланӑвӗ тата вӗҫӗмсӗрех: мӗн пулчӗ сана, Маша? Ку Генри Пойндекстерӗн лаши пулнӑ. Эпӗ ун хыҫӗнчен шикленкелесе ҫеҫ пыратӑп. Бреславльри жидсем хӗҫпӑшаллантарман пулсан, халӗ те-ха унӑн вӑрҫа тухса кайма нимӗн те ҫукчӗ. Чӑн та, ун пиҫӗ, чӗрӗ ӑсӗпе тап-таса шутлавӗ ман хевтесӗр вӗрентеслӗхӗме ҫӗнтеретчӗҫ-ҫӗнтеретчӗҫех юлашкинчен. — Ӑҫта ҫити? Сивӗ паян. Арҫын ача, Марьянӑн шӑллӗ, халь анчах пӗве патӗнчен чупса килнӗскер, йывӑррӑн сывларӗ, ҫаннисемпе шӑлӑнса, апата кӗтнӗ май аппӑшӗпе амӑшӗ ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхкаларӗ. Унӑн сасси таҫтан инҫетрен илтӗнчӗ. Атте: «Ман пата килӗр! Халӑх, шавлама чарӑнса, каялла чакрӗ. Том Салли аппаран вӑрланӑ кӗпене тӑхӑнчӗ, унтан вӑл апат-ҫимӗҫ патне пычӗ те сасартӑк:— Ҫу ӑҫта кунта? — терӗ. Пӗр пуса та тӑмасть вӑл — ҫавӑ ҫеҫ!.. Хур тӗкӗ алӑ айӗнче пулас пулсан та, вӗсем унпа ҫырмаҫҫӗ. Халӗ эпӗ тата тепӗр ҫынна вилӗмрен ҫӑлнипе хам мӗн тери хавасланнине каласа та пама пултараймастӑп. — Вырӑнсӑрах Кирила Петрович вӗчӗхсе ҫӳрет, — хӑраса ӳкекенни ҫинех мар пырса ҫапӑнӗ. Хаҫатсенче мӗнле ҫӗнӗ хыпарсем пӗлтереҫҫӗ? Тен, унччен те яланах ҫапла хӑтланнӑ вӑл? Ҫавнашкалах туясем, карта хуҫӑкӗсем вӗлтлетеҫҫӗ, пӗр-пӗринпе тытӑҫнӑ ҫынсем кӑшкӑрни тискеррӗн янӑраса тӑрать; ҫамрӑк ҫыннӑн шуранка сӑнӗ ыттисенчен ҫӳлерехре курӑнать, — хаяр сасӑсем хушшинче унӑн ҫирӗп сасси кӗрлет: — Юлташсем! * * * Отряд Каса-дель-Корвӑран тухса кайма ӗлкӗрнӗ ҫеҫ, гасиендӑра шалта икӗ ҫын тӗл пулнӑ; ҫав ҫынсенчен кашниех Аламо ҫумне каймалли ҫула лайӑх пӗлнӗ. Вӑл хыттӑн чӗтреме тапратрӗ, илтӗнмиех пулса ҫитнӗ сассипе ҫапла каларӗ: — Партбилета памастӑп эпӗ. Анчах председатель Буриш ӑна кирлӗ пек ӑнланса илеймен: — Апла эсир, ку сӑмахсене чӑн малтан полицейски каларӗ тетӗр? — Акӑ эсир мана усал шухӑш ҫинче тытнӑ пек пултӑр, — терӗ Елена, — эсир ман ҫине шанмасӑр пӑхни тӗрӗс мар. Эпӗ шанмасӑр пуҫӑма пӑркаларӑм. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл ман ҫине тӗллеме тытӑнчӗ… арӑм умӗнчех! — Сирӗн чин мӗнле? Эвелина питне хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ. Пирӗнтен уйрӑлма ҫав тери ҫӑмӑлччӗ-и сире, усал ача? Ҫакна эпӗ унӑн ҫав тери пысӑк хаярлӑхне курса, пӗлсе ҫитрӗм. Пӗр паллӑ, ыр ятлӑ хӗрарӑм сада пӑхса тӑракана сӑмсана сайра япалана кӑтартнӑ пекех ачасене кӑтартса, ун ҫинчен ӑнлантарса пама ыйтса ятарласа ҫыру янӑ. Ҫӑмламас тетел пек вӑрман ӑна хупласа лартнӑ, унӑн ҫак тетелтен хӑтӑлса тухмалла, анчах юр ӑна урисенчен тытса тӑрать. Тӑван аннеҫӗм пӗтерчӗ! — Малтан пӗлтерес пулать. Какайӗ вӗсене питех те тутлӑн туйӑнчӗ, вара ултӑ йӗкехӳре часах вӗсен ҫӑварӗнче ҫухалчӗ. Сергей те, вагон тӑрринче хӑйӗн кӑкӑрне вӑйлӑ кӗрхи ҫиле хирӗҫ тытса пырса, вилӗме хирӗҫ пынине пӗлмен. Анчах та Володя вара ҫӗкленсех кайнӑччӗ: — Вӑйлӑ вӗт, э? Офицертан инҫе те мар, кӑшт каярахра, сухалне хырнӑ, хулӑн кӑвак мӑйӑхлӑ, хӗрлӗ аҫлӑклӑ вӑрӑм кӑвак пальто тӑхӑннӑ, сарлака йӗмӗ тӑрӑх сарӑ лампассем тыттарнӑ ҫӳллӗ ҫын йывӑррӑн утса пырать. Пӗр вунӑ минут пек хуҫи те, хӑни те пӗр шарламасӑр туртса ларчӗҫ, ҫак хушӑра пӗри те пӗр сӑмах та каламарӗ, нихӑшин те калаҫӑва пуҫласа ярас килмерӗ. Ача чухне Алексей Атӑл хӗрринчи пирвайхи ҫӳхе пӑр ҫинче конькипе ярӑнма вӗреннӗ. — Пурнӑҫа эпӗ пӗлетӗп пуль, теттӗм, — каларӗ Николай шухӑшлӑн. «Пысӑк хыпарсен» сигналӗ вунпӗр сехет ҫитиччен вунпилӗк минут малтан янрарӗ те Валя халех вуниккӗмӗш этажа чупмалла терӗ. Вара сасартӑк шӑпах пулнӑ. Начальнике никам та чарман, мӗншӗн тесен, мӗнле сержант пулсан та, хӑть француз пултӑр, хӑҫан та пулсан калаҫма чарӑнмалла, ҫавӑнпа Мануэль те юлашкинчен пӑшӑлтатма пӑрахрӗ. Ҫапах та вӑл унччен ҫулҫӳревҫӗсене хӑйӗн пӳртне илсе кӗрсе госпожа Ифарагерпа паллаштарчӗ. Унӑн арӑмӗ пурин кӑмӑлӗшӗн те ыррӑн туйӑнчӗ. Ҫур ҫул хушши ӗҫсӗр аптраса пурӑнни — вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кашни Совет ҫыннишӗнех мӑшкӑллӑ япала — пулман пекех! Ӑнланатӑн-и? Урамсенче, тикӗс вырӑнта — пур ҫӗрте те шарла вылякан казак ачи-пӑчисем ҫуйӑхаҫҫӗ. Базаровӑн ҫак хӑйӗн халичченхине аса илтерекен сахал сӑмахӗсем Василий Ивановича хаваслантарсах ячӗҫ. Ҫӗлӗке парӑр! Хамран япӑхрах тумланнипе мана лӑплантарнӑ ҫын ҫак юлашки ушкӑна кӗрет. Хуҫкаланса хӑтланма юратакан хӗр ку сӗнӳрен пӑрӑнса юлма тӑрӑшатчӗ ӗнтӗ, йӑпӑлкка хӗр ӑна йышӑнмастчӗ, харавҫӑ хӗр хӑраса ӳкнӗ пулӗччӗ. Мӗн пирки чӗнмесӗр ларать ҫак сухаллӑ богатырь? Княгиня Баденран шӑппӑн тухса кайнӑ та, унтанпа яланах Кирсановран пӑрӑнса ҫӳренӗ. — Вӑл никампа та туслашмасть. Чура суту-илӗвӗ Чура суту-илӗвӗ! Тепӗр минутран палатӑна ҫав тери пӑлханса кайнӑ, макӑрса пӗтнӗ Клавдия Михайловна чупса кӗчӗ. Монтанелли тӳп-тӳрӗ, ним хускалмасӑр ларчӗ. Шӑпланса ҫитсен, Макар чӑх картинче ҫав йӗксӗк автан, ҫунатне ҫапа-ҫапа, лайӑхрах вырнаҫса ларма хӑтланнине лайӑхах илтрӗ, — лешӗ хӑй сассинчен хӑй кашта ҫинчен сирпӗнсе анасран хӑрарӗ пулас. Кир Яне Огнянова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитичченех пӑхса илчӗ. Бойчо кун-ҫулӗ ҫип вӗҫҫӗн кӑна тытӑнса тӑрать, тесе шухӑшларӗ хӗр, вӑл нимӗн те сисмест-ха, тикан арӑмӗ курнӑ ҫын мӗн тесен те вӑлах… Бойчо ӗнтӗ вӑл, нимӗн иккӗленмелли те ҫук! Вӑл часах хӑйне хӑй алла илчӗ, ҫӗнӗрен хӑраса ӳксе малалла утрӗ. Эпӗ шыва анса тӑнӑ чухне алӑри пӑшала хам пӗлмесӗрех ҫӳлелле ҫӗклерӗм. — Эпӗ сана пӗтӗмпех каҫаратӑп, Сид!.. — Ҫук, эн-зе мар ӗнтӗ, хӑварах пӗлетӗр! — Аманнине илсе кайӑр ӗнтӗ, мӗн хӑямачӗ унта! Ӑна — вӑл хӑй валли темӗнле лайӑхскер, ҫынсене хирӗҫ вӑйлӑскер тупнӑ пек туйӑннӑ. Пӗрре, уйӑхлӑ каҫхине, вигвамра вутӑ сӳнсен тата пурте тутлӑ ыйӑхпа ҫывӑрса кайсан, пӗчӗк тилӗ хӑркӑлтатса илнӗ те Синопӑн амӑшне вӑратнӑ. — Ман патӑмра, Кирила Петрович, — терӗ пӗр хулӑн саслӑ хӗрарӑм, — иртнӗ ытларикун вӑл ман патӑмра кӑнтӑрлахи апат турӗ… Юлашкинчен вӑл хуллен хӳшше пырса кӗчӗ. Ун пирки тахҫантанпах ӗнтӗ каторгӑра та, тамӑкра та йӗреҫҫӗ, ниепле кӗтсе илеймеҫҫӗ… Ҫав чее ултавҫӑ, ҫав илӗртекен ҫӗлен хӑйсене ҫӑмӑллӑнах лартнӑшӑн вӑл ачасем хӑйсене хӑйсем питӗ тарӑхрӗҫ. Шаларах тӗкмесен иккӗмӗш ӗречӗ каять, юлашкинчен, виҫҫӗмӗшӗ — пӗрене карта пур, унта сахалах мар чунилли вырӑнӗсем туса пӗтернӗ. Мана каҫарма ыйтатӑп. Тата мӗн пирки ҫиленсе кайрӑн, пӗлместӗп. — Пӑрах эсӗ хуҫана силлеме! — терӗ Лозневой, тарӑхса. Андрей Разметнов та, Атаманчуков лупасӗ айӗнче ҫӗрӗпех ларнӑ Давыдов та, Банник кил-ҫуртне куҫ вӗҫертмесӗр сӑнаса ларнӑ Нагульнов та, Островнов килне йӗркеллех йӑпшӑнса кӗнӗ Половцевпа Лятьевский те шурӑмпуҫ килсен, хуторти тӗрлӗ кӗтесре пӗр вӑхӑтра ҫывӑрма выртрӗҫ. Ну, юлашкинчен тата: Харламовӑна эсӗ хӑвна ирӗк пултӑр тесе вӗренме вырнаҫтармастӑн-и? — Юлашки станцӑра кондуктор билетсене пухма килсен, эпӗ хам япаласене пуҫтартӑм та тухма хатӗрлентӗм, ҫывӑхрах иккенне, хам мӗн курасси инҫе те мар иккенне туйса илсен, пушшех те хытӑрах пӑлхана пуҫларӑм. Питех ӑнланмалла мар пулсан, ҫакӑн пек сӑнаса пӑхӑр. Хушамата ҫеҫ: Ярмола Попружук — текех вара нимӗн те. — Саншӑн хӑрушӑ мар пулӗ, пирӗншӗн, ҫакна пӗлсе тӑр эсӗ, унтан япӑххи пулма та пултараймасть! — чӗрре кӗрсе кайрӗ Поляница. Анчах ҫавсем пурте пӗр уйӑх маларах мар, тахҫан — те хӑй яш чухне, те ача чухне пулса иртнӗн туйӑнчӗҫ ӑна. Ҫамрӑк капитан Том Аустина юлашки хушусем парать. — Кӗр-ха, кӗр, тухтӑр… — Вулама юрататӑн тенине илтнӗ эпӗ? — ыйтатчӗ вӑл. Амӑшӗ ачине урайне, ҫынсен ури айне ӳкерет, вӗсем унтан пӑрӑнса, ҫарамас пӗчӗк кӗлетке ҫине шикленӳллӗн ҫаврӑнса пӑхса чупаҫҫӗ, амӑшӗ хӑй, чӗркуҫленсе тӑрса, вӗсене:— Ачана ан пӑрахӑр! Унтан тата:— Ҫапах та вӗлермен, мӗншӗн тесен ӑна вӗлернӗшӗн чӑтса тӑрайман хӗрарӑм та вилнӗ пулӗччӗ, — тейӗ. Анчах Плутон ҫинче питех тӗттӗм мар. Вара эпир ӑна гражданла сасӑ тивӗҫӗсӗр хӑвартӑмӑр. Ҫывӑхарах пытӑм… вут патне ӗнтӗ… — Вӑл сӑрт ҫинче курӑнакан крепость ҫине аллипе тӑсса кӑтартрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн тухтӑр халь хӑрушлӑхсем иртсе кайни ҫинчен пӗлтернӗ. Блиндаж кӗтессинче Кузьма Ярцев ларать, — пит ырхан шӑмшаклӑскер вӑл, пичӗ типшӗм, куҫӗсем путса кӗнӗ, ывӑннӑ пек пӑхаҫҫӗ. Вӑл лашине чӑвӑшлаттарса илчӗ те уттарасшӑн пулчӗ, анчах Беспортев лашине йӗвӗнӗнчен ярса тытрӗ:— Мӗн кирлӗ сана манран, чорбаджи? — ыйтрӗ хӑраса ӳкнӗ тӗрӗк. — Пирӗн хамӑр ҫулпа пӗр утӑм та аяккалла пӑрӑнмасӑр пымалла! — терӗ Павел ҫирӗппӗн. — Сирӗнтен ыйтма ирӗк парӑр: ҫав тӗлпулу вӑл ӑнсӑртран пулни-и, е малтанах килӗшсе-и? Ҫак пысӑк чӗрчунсем Ҫӗнӗ Тӗнчере пурӑнмаҫҫӗ, вӗсене унта илсе пыма тӑрӑшман та. — Юрать. Пурте кулса ячӗҫ. Икӗ кун вӑл аран-аран ҫӳрекелерӗ-ха, анчах, ҫурӑм шӑммине лекнӗ чир унти пӗр сыпӑкран тепӗрне куҫа-куҫа пырса, виҫҫӗмӗш кунӗ старике пачах тӑратмарӗ. Сӗтел ҫине йывӑртараххӑн чавсаланса ларчӗ. Ӑна хӑваласа ярас пулать. Арӑмӗ вара питӗ япӑх, ҫурри ишӗлсе пӗтнӗ пӳртре аран-аран йӳнеҫтеркелесе пурӑнать, ыран тутӑ пулассине нихӑҫан та паянах каласа пама пултараймасть, кӗскенрех каласан, питӗ начар пурӑнать. — Эсир вӑл мул патне ҫитсе тӑчӗ, тесе шутлатӑр-и? — терӗ ватӑ Морган, пирӗн умран васкаса чупса. — Ҫук, ҫук, эпир вӑл йывӑҫ патне ҫитмен-ха, — терӗ. Эпӗ сире каласа кӑтартнӑшӑн эсир мана тав тӑвас ҫук ӗнтӗ. Анчах манӑн пурӑнӑҫ сирӗн алӑра — эпӗ сире пурне те пӗлтерсе тӑма пултӑм вӗт. Кун пит шӑрӑх пуласси палӑрнӑ, ҫавӑнпа та суд сессине ҫуртра мар, ватӑ юман айӗнче уҫас тенӗ. Сылтӑм борт ҫинче пысӑк шӑтӑк курӑнать. Шпангоутсем, карапӑн туллатнӑ сийӗ шалалла лапчӑнса кӗнӗ. Коверна чӗрке, Сергей! Ӑнланатӑн-и? Анчах шутланӑ пек тухман, вӑл акӑ хӗрарӑмӑн лӑпкӑлӑхӗ умӗнче чӑлханса ларнӑ, хӑйӗн калаҫӑвне епле те пулсан тӑсас тесе, Софья ҫине тинкерсе пӑхса сӑмах шыранӑ, анчах — тупайман. — Эсӗ мӗнле шутланӑ тата?! — кӑшкӑрчӗ ват ҫын хыттӑн та хаяррӑн. — Эпӗ сӑмаха тытма пултаратӑп, анчах хале мана пулӑшӑр. — Дмитрий ҫав тери йӑвашшӑн калаҫма пуҫланӑран унӑн йӑлтӑркка куҫӗсем ҫине куҫҫулӗ персе тухнӑн туйӑнчӗ, — хам мӗн тери япӑх ҫын пулнине эпӗ пӗлетӗп те, туятӑп та, хам лайӑх ҫын пуласшӑн мӗнле тӑрӑшнине, турӑран тархасланине турӑ хӑй пӗлет, анчах мӗн тӑвам-ха кӑмӑлӑм ҫакнашкал йӗрӗнмелле те инкеклӗ пулнӑшӑн? Ухмах, ухмах, ухмах, ухмах! Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм! Ку — чӑн-чӑн пӑлхав. Ҫук, авторитетлӑ ҫынсем пурте пӗр саслӑн ҫапла калаҫҫӗ: кравать урине ҫурмалла татас пулать, пӑчкӑ кӗрпине ҫӑтса ямалла, краватӗн пӑчкӑпа татнӑ ури ҫине пылчӑкпа сало сӗрмелле, хӑш тӗлтен татнине чи ҫивӗч куҫлӑ тӗрме хуралҫи те ан курайтӑр, тӗрӗс-тӗкелех-ҫке тетӗр. — Ав, вӑл хӑй те килет, — терӗ вӑл чӳречерен пӑхса: — сӑмах ҫинех лекрӗ. Алексейпе-и? Офицерсем стройран тухрӗҫ те корпус командирне йӗри-тавра таччӑн ункӑласа илчӗҫ. Салтаксене тем тума хушса, Квейс комендант каллех завхоз патне пычӗ те:— Эсӗ большевик! Кая юлса систерет! Мӗнле пулсан та, икӗ компасран пӗри ҫӗмӗрӗлчӗ, ӑна тӳрлетме май ҫук. Вӑл ятлаҫать, хӑратать: унӑн сӑмаххисем мана ҫилентерсе ячӗҫ, эпӗ хайхи шӑтӑк патне пытӑм та, кирпӗчӗсене кӑлартӑм, тупӑкпа ҫерҫи виллине хӳме урлӑ урамалла вӑрхӑнтартӑм, шӑтӑк ӑшӗнче мӗн пуррине йӑлтах чавса салатса тӑкрӑм та, урапа таптаса пӗтертӗм. Васан леш енче, куҫ курма пултарнӑ таран, вӗтӗ вӑрман ӳсекен анлӑ тӳрем сӑртлӑх сарӑлса выртать. Вӑл сӗвек тайлӑмпа ҫырма патнех ҫитсе, таҫта ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ ҫӗрте ҫухалать. — Традициллӗ Англие илес пулсан, тӗнчере ун пек принципсӑр ҫӗршыв та ҫук, эпир, американецсем, ытлах хисеплеместпӗр ӑна. Оленин пекӗ кӑларчӗ те ним чӗнмесӗр касма пуҫларӗ. Ҫыран хӗрринче выляса ларатчӗ, тет, амӑшӗ те унтах утӑ тураса пуҫтарса ҫӳренӗ, тет. Сасартӑк вӑл шывран хӑмпӑсем пӑл-пӑл туса тухнине илтсе кайнӑ. — Мӗн чухлӗ лайӑх ҫын вилет, мӗн чухлӗн вилеҫҫӗ, ку пур — халь те пулин пурӑнать, ҫинчен тата ыр курса савӑнать-ха. Ҫӗнни нумай Эп пырса кӗнӗ вӑхӑтра Иван Павлыч кӑмака хутма тытӑннӑччӗ, хулӑн та ҫӑмламас френчӗпеччӗ вӑл, эпӗ хам вӗреннӗ чухнех вӑл ҫапла кукленсе ларса кӑмака хутса янине курма хӑнӑхнӑччӗ, иртнӗ ҫулсем те иртмен пек, каллех эпӗ хама шкул ачи пек туйрӑм, тӑххӑрмӗш класра вӗреннӗ чух Катя патне Энскӑна тухса кайнӑччӗ те, ҫапла ҫавӑн чухне пулса иртнӗ асар-писер «аслати» хускалассӑнах туйӑнчӗ. — Эпӗ ҫакна хамах йышӑнтӑм пулсан, вӑл ҫаплах пулать те ӗнтӗ, Джим. Анчах Озеров капитан сылтӑм питҫӑмартине хырса ҫеҫ пӗтерчӗ, Болотин батальонӗ тӑнӑ ҫӗрте, мӑн ҫул патӗнче тупӑсем кӗрӗслеттерме те тытӑнчӗҫ. Икӗ хӗрарӑм, пӗри — хыттӑн та иккӗленмесӗр, тепри — хӑюсӑртарах калаҫса утаҫҫӗ. Ку вӑрҫӑра та ҫавӑн пекех. Ну! — Макӑрса ларать! Унтан обер-кельнера шӑнкӑртаттарса чӗнсе, лайӑх ирхи апат илсе пыма хушрӗ. Ӗлӗкрех Петр мана леш Раман пек ырӑ кӑмӑллӑраххӑн курӑнатчӗ, халь акӑ, час-часах, лешӗн пекрех курӑнса каять. … тата… Ҫавӑнтах тата тепӗр сасӑ та, Кольхаун сасси илтӗнсе кайнӑ. Кӳреннипе те вӑтаннипе сывлайми пулнӑ хӗр нимӗн те чӗнмерӗ. — Пӗлместӗп. — Ия, — терӗ вӑл ҫиленсе. — Эпӗ ӑна вӗлертӗм. Тен, унта, ӑҫта та пулин мачча ҫинче, хӑй пӗчӗк чухне ҫывӑрнӑ сӑпки те ҫакӑнса тӑрать пулӗ. Хӗрача макӑрнӑ, часрах амӑшӗ патне чупнӑ, элек панӑ, анчах Антонина Ивановна Фомана юратнӑ, хӗрачин сӑмахӗ ҫине ҫаврӑнсах пӑхман, — ку япала ачасен хушшинчи килӗшӗве тата та ытларах ҫирӗплетнӗ. Юланутпа е кӳмепе ҫӳренӗ чух кисренсе тӳнсе каясран пукансемпе сӗтеле урай ҫумне винтласа лартнӑччӗ. — Асту, хуҫа тӗлне ан пул! — тетпӗр эпир ӑна яланах. Часах тӗкӗрлӗ телескоп шухӑшласа кӑларнӑ. Тӑшмана парӑннӑ крепӑҫре юлма, е унӑн шайки хыҫҫӑн кайма — офицера намӑс. Саша пуҫне ҫӗклерӗ те:— Ман арчана пӑхар-и? — тесе ыйтрӗ. Вӗлерет вӗт пӗр сӑмахсӑрах. Стойко пичче вырӑнтан та тапранмарӗ. — Ҫӗрле мар, вунпӗр сехет таврашӗнче ҫеҫ. — Ну мӗн вара? Артур, кӑшт та пулин хӗрхен мана! — Эсир суйнине пула эпӗ сахӑр плантацийӗсенче чура пулса тӑрсан, мана хӗрхенесси нумай пулчӗ-и сирӗн? Этем вӑл — капитал… вӑл, пӗр сум укҫа пекех, ҫав вӗтӗннӗ ҫур пуссенчен пӗр пуссенчен пухӑнать. Каҫ пулсанах явӑнса ҫӳреме пуҫлать, — терӗ Назарка, куҫне хӗскелесе тата хулпуҫҫипе урине чӗтретсе. Уйӑх ҫути пӳрт умӗнчи лаптӑка ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ. Анчах вӑл хӑй ҫавӑн ҫинче каласан, манӑн вӑтаннипе те ӑна хӗрхеннипе куҫҫулӗ тухса карӗ, вӑл, нумай та пулмасть ҫав тери хӑюллӑ, никама та пӑхӑнман ӑслӑ хӗрарӑм пулнӑскер, ҫавна каласа панипе мана, вутпа пӗҫертнӗ пекех, пӗҫертсе илнӗн туйӑнчӗ. Карап ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ хыҫҫӑн сакӑр кун иртсен кӗленче ӑшне чиксе шыва янӑ документа пула ҫӑлӑнни ҫинчен капитан халь кӑна пӗлчӗ! Ҫу каҫа пароход ҫинче эпӗ икӗ хутчен тӗркӗшнине куртӑм, икӗ хутӗнче те вӑл тӳрех хӑрушлӑх пулса тӑнипе мар, вӑл пулма пултарассинчен хӑранипе ҫеҫ тухса кайнӑччӗ. Юлхавлӑн утаҫҫӗ выльӑхсем; кӗтӳҫӗ — хӑрах куҫлӑ, пӑрнӑҫ туталлӑ ватӑ старик, пуҫне уснӑ та хӑйӗн ури ҫине пӑхса пырать. — Анчах сасартӑк тем асне илнӗ пек пулчӗ, темрен хӑрарӗ пулмалла. Вара хӑйӗн юлташне чӗнсе илчӗ. Анчах ҫав вӑхӑтра тата та интереслӗ ӗҫсем пулса иртрӗҫ. — Сана валли пирус. Турт! — Чупсах каясчӗ те, ачусем ывӑннӑ, санӑн ҫакӑн пек виҫӗ сысна ҫурине ик хӗрарӑм ҫӗклесе ҫитерес ҫук. Апла пулсан, ҫак йышлӑ ҫӑлтӑрсем вырӑнне тата тепӗр пӗчӗк Уйӑх тунӑ пулсан, вӑл та вара пур ҫӑлтӑрсенчен ҫутӑрах ҫутатнӑ пулӗччӗ. Ку ҫав тери айванла. Вӑл ҫак пӗренеллӗ пӗчӗк пӳртӗн крыльцинчен аннӑ та пӗчӗк сад урлӑ иртнӗ, ҫӳлӗ кӑна, сарлака хулпуҫҫиллӗскер, шурӑ кительпе, мӑйӑх вӗҫӗсене авалхи пек ҫӳлелле пӗтӗрсе янӑ! — Кӗҫӗн Петраковка урамӗнчи вӑтӑр саккӑрмӗш ҫурт. — Пиллетӗр-ши, аннемҫӗм? — Эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп, — терӗ вӑл Шӑппӑн, салхуллӑ сасӑпа. Анчах йӑлтӑркка хӗсӗк куҫсем, пӗрре шухӑшлӑ пек, тепре ачанни евӗр уҫӑмсӑррӑн туйӑнакан улшӑнуллӑ кула ку питӗ хастар ҫын сӑнне кӗртеҫҫӗ, ҫакна асӑрхамасан та май ҫук. — Та-сал! — кӑшкӑрса пӑрӑхрӗ Бек-Агамалов. Ура! Хӑшӗ ҫара ту хӗррипе чупать, ҫӳлелле хӑпарасшӑн, хӑшӗсем Зли-долӑ патӗнчи чӑнкӑ ҫыран хӗррипе васкаҫҫӗ, ыттисен шыв юхса тухакан айлӑм патӗнче Клисурӑна кӗмелли Средна-гора тӑвӗ еннелле, тата тепӗр ушкӑн йӗсӗм ҫырли сачӗпе Огнянов окопӗсем патнелле чупрӗҫ. — Мӗншӗн эс ҫакна каларӑн? — тенӗ ӑна Саша, куҫне ун ҫинчен илмесӗр. Мана вӑл темиҫе кун иртсен ҫеҫ ӑнланакан пулчӗ. Фелим хирӗҫ чӗнмен. — Мӗншӗн? Анчах провинцин ҫак пайӗ, столицӑран инҫе мар выртать пулсан та, вӑл утраври чи нумай халӑхлӑ аван ҫӗрлӗ вырӑн шутланать. «Турӑҫӑм, турӑҫам! — шухӑшларӗ вара Огнянов, каҫхи сулхӑнра ҫӳҫенесрен пил аркипе кӑкӑрне витсе. Шел-и Петровича? Вӗсем иккӗш те пӗшкӗнсе ларнӑ, хаяр ҫил иртсе кайиччен калаҫма пулман. — Акӑ халь лайӑх, анчах ҫак вирелле тӑракан пайӑркасене нивушлӗ вырттарма пулмӗ? — терӗ вӑл парикмахера. Анчах ун патне ҫырмалла та пулман иккен. — Аяла, штабс-капитан патне вырнаҫтарма пулать ӑна, ваше высокоблагородие, — терӗ вӑл, кӑштах шухӑшланӑ хыҫҫӑн: — штабс-капитан баксионра халь, койки пушах ларать. — Пӗр пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк пулас. Эпӗ вӗсем хӑйсем ҫинчен мӗншӗн каласа панине, мӗн пирки суйнине ӑнланма пултараймарӑм. Ваттисенчен хӑшпӗрисем ҫав тери лайӑх, теприсем питӗ япӑх ответлеҫҫӗ. — Эп санран ун ҫинчен ыйтмастӑп! — хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахнӑ Маякин. Ӑнланатӑн-и? — Марийка, чӗкеҫӗм! — Эпӗ вара урӑхла каланине те илтнӗ, пульӑ сасси хӑш-пӗр ватӑ салтаксен кӑмӑлне те каять, имӗш. Ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа илме ӗлкӗрчӗ ҫеҫ Озеров, — канӑҫ паман шухӑшсем сасартӑк, тин ҫеҫ тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем пек, таҫталла вӗҫсе кайрӗҫ: оборонӑри ҫитменлӗхсем, чӑнах та ӗнтӗ, пӗтӗмӗшпе пӗрле илсе пӑхсан та, полк хӑватне вӑйсӑрлатма пултаракан кӑлтӑксемех мар. Паянлӑха ку саншӑн ахалех иртӗ, анчах ыран та ҫаплах пулсассӑн, хӑлха чикки лекетех. — Галли ларма пулчӗ. Вӑл вунӑ сехетсенче килетӗп тесе пӗлтерме янӑ. Малалла мӗн тумалла-ха? Анчах вӑл эпӗ пӗрре те асӑннӑ выльӑхсем пек мар пулнинчен, эпӗ ӑнланма пултарнинчен, хама йӗркеллӗ те пӗлсе тыткаланинчен, яланах таса ҫӳренинчен тӗлӗнсе кайнӑ. Е тӑшмана парӑнмалла, е чулсем ҫийӗн кӗрлекен хумсем ҫумне ҫапӑнса ванмалла — урӑх май ҫук. Укҫа паратӑп, мӗн чухлӗ кирлӗ», терӗ вӑл ҫавӑнтах ҫинҫе сассипе, сулахай хӑлхаран. Болгарсене куркаланӑ, грексене те, сербсене те, румынсене те, тӗрлӗ цыгансене те, — нумай вӗсем тӗрлӗрен! — Кӗли ҫинчи таканне пула. Унӑн ирӗксӗрех, шухӑша умӗнче выртакан ҫыру ҫине куҫарас майпа, ҫырнине тепӗр хут вуласа тухмалла пулнӑ. Вӗсем сывпуллашнӑ чух Людмила ӑна питӗнчен пӑхрӗ те хуллен кӑна:— Эсир пӗлетӗр-и сирӗнпе пӗрле пулма лайӑххине? — тесе ыйтрӗ. Унтан сӗтел ҫинчен хур шӑмми илсе, унӑн мамӑкне тата-тата пӑрахма тытӑнтӑм, хам ҫаплах чӗнмерӗм. Эпӗ, тӗлӗрсе кайма пуҫласанах, ӑна ҫав тери ҫепӗҫҫӗн те ачашшӑн аса илтӗм, вӑл манӑн чунӑма тыткӑна илчӗ, чӗрем те вара манӑн ерипен те хӑватлӑн тапма пуҫларӗ. Тата тепӗр минутран вӑл янӑравсӑр, ӳпкеленчӗклӗ шав пулса тӑрать. Ку — аван, мӗншӗн тесен манӑн ытла та ӗҫ нумай, эпӗ ним пӗлми пулса ҫитичченех ывӑнатӑп. Капитан: эсир манпа нимскер пытармасӑр тӳррипе калаҫма пултаратӑр, тесе хушса хучӗ. Унтан усӑ сахал пулӗ, анчах та вӑл нимӗн те ҫуккинчен лайӑхрах пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Унӑн кӑткӑсах мар ытарайми илемӗ патша куҫӗсенче ирӗксӗрех шӑп-шӑпӑрт ҫемӗҫлӗх кулли ҫуратать. Паллашрӑмӑр та акӑ, халӗ вара атя, уткаласа ҫӳрер, пӗр-пӗринчен ним пытармасӑр калаҫар. Паян Жозе-Антониу Алвиш Муани-Лунга патшана пуншпа хӑналӗ! Турӑҫӑм, вӑл ҫывӑрать мар-и? — Эпӗ ахальтен ҫеҫ вӗт, сӑмахран, — Умрихин шикленсерех блиндаж кӗтессинелле чакрӗ. Автор Лаггнеггран тухса Японие каять. Мадам Миронова та ырӑ кӑмӑллӑ дамӑччӗ, кӑмпа тӑварлама вара вӑл ҫав тери ӑстаччӗ. Эсир урӑхла тытрӑр-им хӑвӑра? Тепӗр сехетрен вӗсем часах мир ыйтӑвӗсем пирки тавлашма пуҫларӗҫ. Вӗсем ку ыйту ҫине тӗрлӗ енчен пӑхаҫҫӗ тата пӗр-пӗрне сӑмахпа кӳрентереҫҫӗ пулин те, тавлашури хӗрӳллӗх пӗртте сивӗнмерӗ, ун пек тавлашу лайӑх пӗлӗшсем хушшинче кӑна пулма пултарать… Казаксем нӑшӑклама тытӑнчӗҫ. Шухӑша кайнӑ пек, Елена пуҫне усрӗ, тути патне тутӑрне илсе пычӗ, вара сасартӑк пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе сасӑпах макӑрса ячӗ… Вӑл хӑйне темӗнле вӑрттӑн вӑй хупӑрласа илнине, унтан ҫав вӑй сасартӑках унран сирӗлсе ҫухалнине ҫеҫ астурӗ. Ӑна сивӗ, канлӗ мар пулчӗ. Эсӗ вӗсене лайӑх пӗлетӗн-и? Пирвайхи туйӑмсем вӗсене пӗрре те улталамарӗҫ. Анчах ҫакна пӑхмасӑрах тӑшман халӗ тата пысӑк флот туса хатӗрленӗ те пирӗн утрав ҫине десант антарма шутлать. Унӑн маттурлӑхӗ, теприсемшӗн хӑй пурӑнӑҫне хӗрхенменни, вӑл ҫӑлӑнса тухнӑ хӑрушлӑхсем ҫинчен Гленарван ҫаксене пурне те питӗ хитре сӑмахсемпе сӑрласа пачӗ, вара ачи, нимӗн тӑвайман енне ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр, аппӑшӗн ытамӗнче хӳтлӗх тупрӗ. Хӑйне хӑй кӗҫ-вӗҫ ҫурӑлса сирпӗнмелле динамитла шашка ҫинче ларса пынӑ пек туйса, вӑл самолёта каялла, фронт линийӗ еннелле ҫавӑрчӗ. Темӗн пулас пулсан, хамӑрӑн тӑван алӑсем тирпейлесе пытарӗҫ хуть, терӗ. Ӑна та ман пекех Саня, е мана — Александр, ӑна — Александра тесе чӗнетчӗҫ. «Пурте Хорь ачисем!» тесе асӑрхаттарчӗ Полутыкин мана. Ганс мана чарчӗ. Шухӑшлӑр-ха, епле вӑл сивӗпе чӗтрет, пурин куҫӗ умӗнче те ӑна епле намӑслантарать, епле асаплантарать, вӗсен кулли пушӑпа ҫапнӑ пекех ҫапать, хӗртнӗ тимӗр пекех ҫунтарать. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вара. Зухин калама ҫук ӑслӑ, питӗ ӑнкаруллӑ, уншӑн питӗ кӑткӑс япалана тӑруках пӗтӗмпе ӑнкарса илесси тата ку япалан вак-тӗвекӗсемпе пӗтӗмӗшле ыйтӑвӗсене малтанах тӗшмӗртесси ҫав пӗтӗмӗшле ыйтусем мӗнле законсенчен тухса тӑнине ӑс-хакӑлӗпе тишкӗрессинчен ҫӑмӑлрах. Ну, старик патне каяр, вӑл кӗтет. Тахҫанах ӗнтӗ аяккалла, вӑрманалла кайма май килнӗ, анчах Андрее темскер пулнӑ: вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл тӑнран кайнӑ пек пулкаласа илнӗ. «Манӑн яланах хальхи пек пуласчӗ, — шухӑшласа илтӗм эпӗ, — вара эпӗ те ҫынсен кӑмӑлне кайӑттӑм». Унтан ҫӳлерех тата тепӗр шӑтӑк шӑтарас пулать, малалла та ҫаплах. — Мӗнле инкек пуласса? — Мӗн калаҫмалли пур, пуян, — ҫирӗплетрӗ карчӑкӗ. Амӑшӗ ку иккӗмӗш гудок пулнине тавҫӑрса илчӗ. Пусма ҫинчи хӗр шнурока Дон ҫумнех куҫарса лартрӗ. «Мӗн тума кирлӗ вӑл?» — шухӑшласа илчӗ Катя та. Зеб хирӗҫ ответлеме васкарӗ: — Хӑрамалли ним те ҫук. — Хӑҫан та пулин хуть пӗр хистемесӗр ҫӑвӑннине? курасчӗ! — хуйхӑрса калать ӑна амӑшӗ. Эпир шатра питлисене те йышӑнатпӑр. Ырӑ чӗреллӗ хӑй! Наталья кӗтесселле кайнӑ та, хӑйӗн пӗтӗм пурнӑҫне пӗрле пурӑнса пӗтернӗ этем пулнӑ ҫын ҫине тӗксем куҫӗсемпе пӑхса ларнӑ. Эсӗ ху итальянец та мар вӗт. «Вилнӗ пулмалла. Ту качакисемпе те уйри лилисемпе тархаслатӑп сире, Иерусалим хӗрӗсем: юратӑва, хӑй килмесӗр те, ан вӑратӑр… Марко чӗтренсе илчӗ, сӑнран та улшӑнса кайрӗ. Мана курсан, вӑл кӑшкӑрса ячӗ: — Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр! Темӗскер питӗ лайӑххи пӳр вӑл пурнӑҫӑн пӗр пек, лӑпкӑ та тӳлек юхӑмӗнче! Вӑл ҫак ырлӑха пӗтӗм чунтан юратса йышӑнчӗ, ӗнерхи куна та аса илмерӗ, ыранхи ҫинчен те шутламарӗ, паянхи кунран та нимех те ытлашши ыйтмарӗ. Алӑксем ҫине карнӑ материсем йывӑррӑн ҫакӑнса тӑнӑ. Ҫамрӑк мексиканка англичан чӗлхине пӑртак пӗлнӗ, — пӗр виҫ-тӑватӑ эрне ӗнтӗ вӑл ӑна тӑрӑшсах вӗреннӗ, — унӑн сӑмах запасӗ вара вӗлернӗ ҫынӗ ҫинчен мар, вӗлернӗ тесе айӑпланакан ҫынӗ ҫинчен те ыйтса пӗлмешкӗн ҫителӗклӗ пулнӑ. Сирӗн ят мӗнле? София мисс шуралса кайрӗ, Гарни чӗрӗ-сывах юлнине пӗлсен, унӑн пичӗ каллех кӗренленчӗ. Вӑл ҫав сӑрсене хӗрхенмерӗ, ҫаплах ҫивчӗ танлаштарусенчен те сыхланса тӑмарӗ. — Ну, халь лайӑх вӑл… Сунарҫӑшӑн та Калуга кӗпӗрнинче лайӑхрах. Ытти ӗҫме-ҫимесемпе пӗрле бульон та пачӗҫ, ӑна кенгуру хӳринчен Австралинчи маҫтӑрсенчен пӗри хатӗрленӗ. Йывӑҫ тӑррисене хуҫа-хуҫа антарнӑ, турачӗсене ҫунтарса пӗтернӗ. — Пойндекстер пӗр минута хушши пек аптӑраса, чарӑнса тӑчӗ. Юрлакан кӗнекери пек тӗрлӗ тӗслӗ паллӑсемпе пӗрлешеҫҫӗ те тепӗр чухне ӳкерчӗксем — илтӗни-илтӗнми, кӗвӗллӗ фраза янӑрать, — Аэлита ӑнлавсене ҫапла пӗлтерет. Вӑл вилсен ачасем ман алӑра юлчӗҫ, каярахпа вара вӗсене аслӑ пичче хӑй патне илчӗ. Ҫур сехетчен вӑл хӑйне хӑвалакансене унчченхи пекех аякка хӑварса пычӗ, анчах каярахпа вӑйсӑрланнӑ ҫынсем парӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та туземецсен киммисем хӑвӑрт ҫывхарма пуҫларӗҫ. — А мӗн вӑл гуанако? — тесе ыйтрӗ Гленарван. — Хӗртен вӑтанаҫҫӗ! — шутларӗ амӑшӗ. Вӗсем ӑслӑ йӗкӗтех, ҫитменнине тата хӑйсене ертсе пыракан ҫынна шеллеме пуҫласан вара, — ҫакӑнтан намӑсси, хӑрушши мӗн пултӑр ун пек ҫыншӑн? — Туртмастӑр, путсӗрсем, апла кам-ха чуста ҫине табак пӑрахнӑ? Кӗтнипе сирӗн чӗре ывӑнса ҫитет, вара сасартӑк, — анчах та мана сунарҫӑсем ҫеҫ ӑнланма пултараҫҫӗ, — сасартӑк шӑплӑхра урӑхла майлӑ краклатнипе чӑшӑлтатни янӑраса каять, ҫунатсем хӑвӑрттӑн ҫатӑлтатни илтӗнет, — вара кӑрӑпчак, хӑйӗн вӑрӑм сӑмсине илемлӗн малалла каҫӑртса, тӗттӗм хурӑн айӗнчен эсир персе янине хирӗҫех вӗҫсе тухать. Пилотсен сывлӑхӗ ҫине яланах, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче те, ытти йышши ҫар ҫыннисемпе танлаштарсан ытларах ҫаврӑнса пӑхаҫҫӗ; пилотӑн сывлӑхӗ ҫав тери лайӑх та ҫирӗп пулмалла. Говэн инҫете пӑхмалли труба илсе ҫул ҫине пӑхрӗ те:— Ҫапла, тӗрӗс. Анчах ҫав ватӑ ашак, король, ҫакна йышӑнчӗ тетӗр-и? Ӗнер вӑйпа илсе килчӗҫ, паян — хам килтӗм! — Телӗнмелле япала, пыр та калаҫ, — терӗ Кирила Петрович малалла. — Ӑна тытса кайма исправник килнӗ, вӑл Дубровскиех тесе, мана ӗнентерме пӑхать. «Ҫук». Ҫитсӑ тутӑрпа дворян ҫылӑхне ҫынсенчен пытарма пулать тесе шутлатӑр-и? Ҫав ушкӑн ҫине лайӑхрах пӑхса илсен, Матвей Юргин та сасартӑках ӑнланса илчӗ: ав мӗн шухӑшласа кӑларнӑ иккен нимӗҫсем?! Ӑнланса илчӗ те ҫавӑнтах сиксе чӗтреме тапратрӗ, ҫапӑҫу пуҫланнӑранпах алӑран вӗҫертмен гранатисене, ӳкересрен хӑраса, траншея хӗрринелле хучӗ. — Каллех, каллех Квакин! Тупа туса сӑмах панине палӑртса, сунарҫӑ хӑйӗн пысӑк аллине ҫӳлелле ҫӗкленӗ те хӑйне кӑкӑртан ҫапса илнӗ. Яков Лукич вара колхозри ӗҫсемпе тертленсе иртнӗ кун ҫинчен каласа парать. Рита сумкӑран ылттӑнпа пичетленӗ билет кӑларчӗ. «Центральнӑй комитет членӗ» тесе вуларӗ ҫӳллӗ ҫын. Мӗнле сивӗ! Е халиччен курман-пӗлмен тусем те, фантастикӑлла чунлӑ мӗлкесем евӗр, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн мӗлтлетсе иртрӗҫ-ши унӑн пуҫӗнче, халиччен курман-илтмен тӳремлӗх те таҫта ҫити сарӑлса курӑнса выртрӗ-ши, сӑмахпа каласа пама ҫук тӗлӗнмелле хитре йывӑҫсен мӗлкисем те таҫти паллӑ мар юханшывсен тӗкӗр пек ҫутӑ питӗнче чӳхенсе-выляса илчӗҫ-ши, кӑвар пек хӗвел те — суккӑр ӑрӑвӑн таҫти-таҫти шутсӑр-хисепсӗр сыпӑкӗсем пӑхса савӑннӑ хӗвел — ҫав пӗтӗм сӑнсем ҫине ҫутӑ сапрӗ-ши? Е Половцевпа пӗрле пулса, асамат кӗперӗ пек кӑвакӑн-симӗсӗн курӑнакан ҫӗр тенкӗлӗх укҫа пек йӑлтӑртатса тӑракан ӗлӗкхи пурнӑҫа каялла тавӑрмалла, е ку пурнӑҫран пӑрӑнмалла! Пассажирсем хӑйсене ҫывӑха та яманнине курса матроссем таҫта кайса пытанчӗҫ. Хӗрача ответ памарӗ. Ун ури айӗнче халӗ те чулсем чӑштӑртатаҫҫӗ. Юриех ним пулман пек ҫӑмӑлттайла юрланӑ сассинче хӗрачан халӗ те иртсе кайман кӳренӗвӗ сисӗннӗ. Анчах тепӗр темиҫе утӑм кайсанах хӗрача чарӑнчӗ. Ик-виҫӗ ҫекунд ним чӗнмесӗрех иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра вӑл хӑй аллинчи уй чечекӗсен ҫыххине ирткелесе тӑчӗ, татах чӗнессе кӗтрӗ. Ҫапла чылай вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнине пула ача хӑйне юриех хисеплемен пек туйса илчӗ. Вӑл вӑрттӑн хушнӑ тӑрӑх Лушка валли мӗн чухлӗ апат-ҫимӗҫ тултрӑм тата эпӗ? Ҫӗрпе Хӗвел тата Уйӑхпа: Хӗвел хушшинче уйрӑмлӑх ҫукпа пӗрех. Таҫтан, аякран, шухӑш аталанса килчӗ: «Акӑ ҫынсем туслӑн, лӑпкӑн пурӑнаҫҫӗ. — Эпӗ те куртӑм!.. — терӗ ватӑ Том, пуҫне сӗлтсе. Кунсем кӗскелсех пычӗҫ, сывлӑш тасалчӗ. Козельцов блиндажа кӗнӗ май ҫакна илтрӗ: «Вилӗмрен… хӑрас туйӑм… этемре хӑй ҫуралнӑ чухнех пулать. Шлепкисем хупланипе вӗсене пит-куҫра кураймарӑм та эпӗ, анчах тумланасса вара вӗсем, питӗ пӗлсе тумланнӑ: нимӗн те ытлашши ҫук вӗсем ҫинче. — Эсир нимӗн те пӗлместӗр. Пӑрлӑ тинӗс тӑрӑх пӗр чарӑнмасӑр, пӗр навигаци вӑхӑтӗнчех, ишсе тухасси — ку вӑл унӑн шухӑшӗ. — Пӗлетӗр-и, мӗншӗн вӑл яланах хурлӑхлӑ, пӗр чӗнмесӗр ҫӳрет, пӗлетӗр-и? Чи малтан унӑн пачах вӗрес, ҫиес, пӳлӗмсем тӑрӑх чупас килми, ҫитменнине тата пӑхас килми те пулнӑ; унтан унӑн асне темӗнле паллӑ мар икӗ кӗлетке, те йытӑсем, те ҫынсем, сӑнӗсем те хӑйсен илемлӗ пулнӑ, кӑмӑла кайнӑ, анчах ӑнланмалла мар пулнӑ; вӗсем курӑнма пуҫласан, Тетка хӳрипе вылятнӑ тата ӑна вӑл вӗсене тахҫан, таҫта курнӑ та, юратнӑ та пек туйӑннӑ… — Кастель-Болоньӑра. Сӑмах май каласан, ҫак ученӑя академири пӗтӗм ученӑйсем хисеплеҫҫӗ. Похода хатӗрленмешкӗн майор драгунсене халех форта тавӑрӑнма хушнӑ. Хӗр кулса ячӗ. Ун ҫинчен калаҫма та ан шутла. Каҫпа, ултӑ сехетре, Грушницкий ман пата пычӗ, хӑйӗн мундирӗ ыран шӑпах бала кайма хатӗр пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл хура ҫӳҫлӗ, ҫӳлӗ те типшӗм ҫын, сӑнӗ ҫав тери шурӑхса кайнӑ питҫӑмартине хура галстукпа хупласа ҫыхнӑ, ҫамкине шатра тухса тулнӑ. Виноградӑн вунултӑ сортӗнчен вӑл мускатпа токайсене — пурӗ тӑхӑр сорт кӑна хӑварнӑ, ыттисене пӗр хӗрхенмесӗр кӑкласа тӑкнӑ; Ҫав майлӑ калаҫать. — Тахҫанах ҫапла тумаллаччӗ. — Мӗншӗн? Телее, ял ҫывӑхчӗ те, майлаштаркаласа яла ҫитиччен, унта тимӗрҫе шыраса тупиччен виҫӗ сехет шӑп иртрӗ — нимӗн тума та ҫук. — Пустуй япала, — терӗ Мирон хаяррӑн; — Мӗнле-ха, ниушлӗ эс ӑна ҫаплах ултӑ монета тӳлесе тӑрасшӑн-и? Чепчен кайӑк хӑйне итлекенсене пурне те кӑмӑллӑ пултӑр тесе тӑрӑшать. Аист — юрлас-тӑвассине тиркекен кайӑк, тӑрать вара йӑвара хӑрах ури ҫинче, тарӑхнӑ хуҫа хӑйӗн тарҫисем ҫине пӑхнӑн, тавралла пӑхкалать, хӑрӑлти сассипе хыттӑн мӑкӑртатать, ютсем илтесрен те шикленмест. Хушамачӗсем мӗнлеччӗ-ха ҫав пуянсен, сирӗн Питер тетӳ те питӗ хисеплетчӗ вӗсене. Вӑл климата ҫемҫетет, вӗри тӑракан вырӑна сулхӑн илсе пырать, сивӗ вырӑна ӑшӑ сывлӑш илсе пырса ӑшӑтать. Анчах ку ыйтӑва халь сӳтсе явма кирлӗ мар ӗнтӗ, мӗншӗн тесен экспедици юлашкине эпӗ тупрӑм, тупнӑ документсем хушшинче эпӗ тӗрес пулнине кӑтартакан материалсем нумай, вӗсене эпӗ халӑх хушшинче пӗлтерме ӗмӗтленетӗп-ха. Анчах чӑнласах агитаци тума санӑн, председатель, пирӗн карчӑксенчен вӗренес пулать… — Ҫапла ҫав, кунта, паллах ӗнтӗ, вӑл айӑплӑ мар. Пӗтӗм инкек унта икӗ ҫын мар, пӗр ҫын кӑна пулни. Кӳпчек алӑллӑ, ылтӑн шӑллӑ ват супнӑ Николай Антоныч! Драгунсем, стрелоксем, пехотинецсем, артиллеристсем плантаторсемпе, сунарҫӑсемпе, усламҫӑсемпе тата авантюристсемпе юнашар курӑнса кайрӗҫ. Эй, эсӗ, шӑрпӑк ҫут! Пирӗн вырӑна кам юлать, пирӗн ӑрӑва кам малалла тӑсать — ҫавӑ ӳсет. Хӑямата! Мӗскӗн пилӗк таран шурлӑха путса анчӗ. Алӑ парса, ӑна сукмак ҫине туртса кӑларчӗҫ. Унта эпӗ ҫырансене курӑп, ҫӳлӗ ҫыран ҫинчен вӗҫсе иртӗп, вара эпир ҫил-тӑманран пӑрӑнса кайӑпӑр е калле Заполярьене таврӑнӑпӑр. Яш ачан уҫӑ кӑмӑллӑ, савӑк сӑнӗ-пичӗ ирӗксӗрех куҫа хӗпӗртеттерет, сивӗ кӑмӑллӑ ашшӗпе тата виҫҫӗмӗш юланучӗн салхуллӑ сӑн-сӑпачӗпе юнашар ҫавӑ пушшех те палӑрать. Эпир янӑ ҫӗрте эсӗ хӑв шухӑшласа кӑларнӑ линие мар, пирӗн линие пурнӑҫласа пыма тӑрӑшнӑ пултӑр. — Ун ҫинчен япӑх шутлама та юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл чӑнахах питӗ лайӑх ҫын. — Кирек епле пулсан та, — терӗ Мартини, — ӗҫ пӗтнӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчен калаҫни — вӑхӑта сая яни ҫеҫ пулать. «Ҫук! ҫук, пушмак кирлӗ мар мана! — терӗ вӑл аллисемпе сулкаласа, ун ҫинчен куҫне илеймесӗр. Компас патне йӑпшӑнса пырса, карап поварӗ нактоуз айне темле йывӑр япала чиксе хучӗ. Ерипен ҫӳлелле хӑпаракан хӗрарӑм кӗлетки, хура кипарис евӗрлӗ курӑнаканскер, ҫутӑлнӑҫемӗн ҫутӑлса пычӗ, палӑрма пуҫларӗ, унтан пӗтӗмпех тӗплӗн курӑнакан пулчӗ. Сӗтел тавра партизансем пуҫтарӑнса тӑчӗҫ. Кӗҫӗн матрос ачана вылятрӗ, тинӗс ӗҫӗнчи кӑсӑк япаласене кӑтартрӗ. — Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ палланӑ ҫынна ишӗлчӗк айӗнчен чавса кӑларнӑ, унтан вара ҫав хӗрлӗ ҫӳҫли Катя хваттерӗнче пурӑнчӗ, — тесе куҫарса пачӗ ачи. Кӗтмен ҫӗртен хускалнӑ тӑвӑл хумӗ унӑн ятарласа тунӑ тытӑнкӑлӑхне туххӑмрах чӑл-пар аркатса тӑкни курӑнсах тӑчӗ. Суда итлеме салтаксем пухӑнчӗҫ. — Дивизи штабӗнчен нарочнӑй ячӗҫ, анчах татӑклӑн пӗлтерни ҫук. — Чӗри ҫемҫе, анчах хӑй — ӳхӗрет. Ҫӑрттан мучи ҫӑварӗн сулахай хӗррипе юхакан сӗлекине ал тупанӗпе шӑлса илчӗ те аран-аран ҫаврӑнакан чӗлхипе лӑпкӑн каларӗ: — Нимех те мар-ҫке. Унӑн ал тупанӗ ҫинчи асамлӑ шарик — шуйттан патне, шуйттан патне, ку пӗтӗмпех — ултав, мӗлке ҫеҫ!..» Ҫӑмӑл ӗҫлесе илекен укҫана ылхан ҫӑттӑр ӑна! — Пӗтӗмпех каласа парам-ха сана. Мӗн те пулин пуласран становоя ӑнлантарса патӑм: ҫапла-ҫапла йӗркесем, терӗм; ӑна чейпе хӑналарӑм, тав турӑм… Ҫӑрттан мучи, утӑ ҫинче ӗхлете-ӗхлете ун-кун ҫавӑрӑнкаласа, мӑкӑртатса илчӗ: — Кантрисене ҫыхатӑп, курмастӑн-им? Хам астӑвассах эпӗ Наталья Савишнӑна та, вӑл пире епле юратнине те астӑватӑп; анчах вӗсене хаклама халӗ ҫеҫ пӗлекен пултӑм, — ҫак карчӑк ытарма ҫук ырӑ, сайра тӗл пулакан таса чунлӑ ҫын пулни ун чухне ман пуҫа пырса та кӗмен. Халӗ вӑл тумхахлӑрах ҫулпа ярӑнса утса пырать. Вӑл — пысӑк кайӑк куҫӗ евӗр. Лось Гора хӑйӗнпе пӗрле ҫавӑтса анасшӑнччӗ, анчах марсиан шӑлӗсене ҫыртса лартрӗ те карлӑкран аллипе ҫатӑрласа тытрӗ: — Кайӑр. Ҫав кулкалани мана вӑтантарчӗ те, эпӗ хамӑн мӗн вулас килнине ӑнлантарса параймарӑм, а вӑл каларӗ: — Ку — кичемле кӗнеке, акӑ, тӑхта, эпӗ сана валли урӑххине илсе килӗп, интереслӗреххине. — Мӗнех вара! — Хуҫа теҫҫӗ тата! — мӑкӑртататчӗ вӑл. Давыдов татӑклӑнах: тем пулсан та ҫак завхозсӑр тӑрса юлас мар, унӑн чӑннипех иксӗлми пуҫарулӑхне пур майсемпе те пулӑшса пымалла, тесе шутларӗ. Вӑйлӑ ҫумӑр Кванза шывӗн пур юпписене те тултарчӗ, ҫӗрле юханшыв ҫыранран тухрӗ. — Эпӗ ӗлкӗретӗп. Лаша аван, хам тухса кайнине эпӗ никама та систересшӗн мар. Эпир унпа вӑрттӑн туссем пулсан та, кунта ӗнтӗ эпӗ ҫилленсе кайрӑм. Ку — пӑлхар ҫӗрӗ, сан ҫӗрӳ — Ази пуш хирӗнче. Коробкӑна чӗркелесе пӗтерсен, Андрей пӑлханма тытӑнчӗ. Ыттисем, учӗсем ҫинчен анса, аманнине лавккана йӑтса кӗчӗҫ, ҫав хушӑра арҫын ачасем иккӗшӗ те тара пачӗҫ. Ун шухӑшӗпе эпӗ ҫакӑнпа пӗтӗм этем ӑрӑвне пысӑк усӑ тӑватӑп. — Синьор Риварес, ку сирӗн кӑмӑлӑра каять-и вара? — тесе ыйтрӗ Джемма йывӑҫ карлӑк ҫине таянса тӑракан Риваресран. — Тен ӗҫетӗр, э? Ҫакӑн хыҫҫӑн Носков хӳмерен тытса, туя ҫине таянса, хӑйӗн кукӑр урисене вӑраххӑн иле-иле пусса, пахчасенчен аякалла, хула хӗрринчи тӗттӗм ҫуртсем еннелле утма тытӑнчӗ, утнӑ май вӑл пӗлӗтсен сивӗ мӗлкисене хӑваласа салатнӑ пек пулчӗ, пӗр вунӑ утӑм аяккалла кайсан вара хуллентереххӗн чӗнчӗ: — Яков Петрович! — Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель, вырӑнӗнчех сиккелесе. Тинӗсре путакансене ҫӑлмасӑр пӑрахса тӑракан ҫынсем пирки мӗн каламалла-ха? Кун пек ҫынсем этем раттин ятне ҫӗртеҫҫӗ! — Мана темле тӑвӑр пек. Колхозран, тӗрӗссипе каласан, бригадӑсенче пачах та усӑсӑр пулнӑ ҫынсем тухрӗҫ, колхозник пуласса та вӗсем власть умӗнче куҫ ӳкесрен шикленнине кура кӑна, те январь уйӑхӗнче пуҫланса кайнӑ хӑватлӑ юхӑм ҫавӑрса илнипе, те ыттисем колхоза туртӑннине кура, колхозник пулса тӑнӑ. Мускавран тухса кайнӑранпа Еленӑн сӑн-сӑпачӗ каштах улшӑннӑ; анчах пит-куҫӗ пачах урӑх: вӑл тӗплӗн шухӑшланине, хӑй ҫирӗппине палӑртать, куҫӗсем хӑюллӑн пӑхаҫҫӗ. Мӗншӗн калаҫас унпа? Операци тӑвакан пӳлӗмре сӑмсисем урлӑ марля туртса ҫыхнӑ темиҫе ҫын. Энрико, мӗн пулнӑ сире? Исидора та каялла ҫавӑрӑннӑ та хӑй тин ҫеҫ килнӗ сукмак ҫинелле тӗллесе пӑхма пуҫланӑ. — Аndа! Ҫук-ши? Нандуна ҫапла сасартӑк пырса тапӑнсан ҫеҫ тытма пулать, мӗншӗн тесен вӑл ҫав териех хытӑ чупать, вара хӑйне йӗрлекене ним те мар пӑрахса хӑварать. Вӑл хӑйӗн йывӑр сассипе, кулнипе, сӑмахӗсемпе Софьйӑна кӳрентересрен хӑраса, амӑшӗ васкавлӑн та ҫирӗппӗн калама тытӑнчӗ: — Вӑл манӑн юлташ, Михайло Иваныч, вӑл — лайӑх ҫын, — ун ҫӳҫӗ ҫак ӗҫре кӑвакарнӑ. Дмитрий мана амӑшӗ патне ирхине кайма чарчӗ, кӑнтӑр апачӗ хыҫҫӑн вара вӑл ман патӑма кӗчӗ те каҫа хӑйӗн ҫемйи пурӑнакан дачӑра ирттерме, унтах ҫӗр каҫма сӗнчӗ. Григорий Александрович Бэлӑна кашни кунах епле те пулин парнесем илсе панӑ: малтанхи кунсенче Бэла ҫав парнесене йышӑнман, сӑмах хушмасӑр, мӑнаҫлӑн тӗртсе янӑ, вӗсем вара чӗлхи япшарланнӑ духанщицӑна юлнӑ. Ҫуркунне Лена хуларан «Калинин» колхоза — каллӗ-маллӗ ҫирӗм пилӗк километра — Воропаев валли икерчӗ тата пӗр пилӗкшер панулми кун сиктерсе тенӗ пек леҫсе тӑчӗ. — Пӑрӑнатпӑр. — Кам вӑл? Ку сӗнӗве никам та хирӗҫ пулмарӗҫ, ученый туратран турат ҫине ҫӑмӑл куҫса пырса, ҫӑра ҫулҫӑсен хушшинче ҫухалчӗ. — Мӗскер ӑнланмастӑп? — Мӗншӗн? Вӑл итлекелесе выртрӗ. «Кама мӗн хӑваласа килчӗ-ши тата кунта?» Анчах хӗрача хӑйӗн таса куҫӗсемпе ун ҫине ҫав-ҫавах хӑюллӑн пӑхсан, Макҫӑмӑн хӗрарӑмсене килӗштермен чӗри самантрах хӗрача енне ҫаврӑнчӗ. Вӗсем манран эпӗ ӑҫти ҫын иккенне ыйтса тӗпчерӗҫ те, сирӗлсе, мана ларма вырӑн пачӗҫ. — Акӑ мӗн чул ҫурт тӑвакан пухӑннӑ». Ӑна Петр Андреевич ашшӗ патне ҫырнӑ пулнӑ. — Мӗншӗн шанчӑксӑр? — терӗ король. — Аван пулмасӑр. Ҫав вӑхӑтра пӗр ӳпле пек тунӑ ҫуртӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ те, унтан пуҫӗ ҫине шурӑ калпак лартса янӑ, тирпейлӗ те лайӑх тумланнӑ карчӑк тухса тӑчӗ. — Эсир манпа выляса хӑтланатӑр, сеньор. Рябово вӑл манӑн Шипиловкӑран пӗр пилӗк ҫухрӑмра ҫеҫ, эпӗ Шипиловкӑра пулманни нумай пулать: ҫаплах вӑхӑт тупаймастӑп. Ромашов тӗлӗнсе ахлатрӗ. Ҫак ӗҫ пулнӑ хыҫҫӑн ик эрне иртсен, император тӗп хулара тата ун таврашӗнче пурӑнакан ҫарне вӑрҫа тухса каяс пек хатӗрленсе тӑма приказ панӑ. Его величество пуҫне пит урмӑш майпа йӑпанма шухӑш килнӗ. Анчах вӑл чапа тухма хӑтланса пӑхни ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Эпӗ вӗсен командирӗччӗ — халь эпӗ сирӗн салтакӑр: эпӗ чина ӳстертӗм. Унтан хамӑн кӗсъерен сӑмса тутри кӑларса парус мӗнле япала пулни ҫинчен, вӑл карапа мӗнле майпа малалла кайма пулӑшни ҫинчен ӑнлантарма тӑрӑшрӑм. — Анчах та эсир, ман хресченсемпе калаҫиччен малтан манпа калаҫма пултарнӑ пулӑттӑр, — кунти помещика хӑйне влаҫран тухма кирли ҫинчен пӗлтермелле… — А эсӗ кам вара? — терӗ Шабашкинӗ, чӑрсӑррӑн пӑхса. — Тӳрех ҫыран ҫине, Вильсон, — команда пачӗ ҫамрӑк капитан. Каям-ха, ҫакна пытарам. Вӗсем курӑк ҫинчен ҫӗкленчӗҫ те хире-хирӗҫ тӑчӗҫ, ним шарлами, пӗр-пӗрин сывлӑшне илтсе те куҫсенченех пӑхса, анчах вӗсене курмасӑр. — Ну, лӑпланӑр, атте! — тенӗ Тарас, пукан ҫинчен васкамасӑр тӑрса, ашшӗ патне пырса. Тӑватураллисем халлӗхе курӑнмарӗҫ-ха; анчах Талькав ун пек чӗрчунсене курӑксем ӑшне кӗрсе пытаннӑ, тет: вӑл тӗмесенчи хуҫӑк туратсене тата курӑк ҫинче тин ҫеҫ иртсе кайнӑ йӗрсене астунӑ. Асӗнче унӑн вӗҫӗмсӗрех лӑпкӑ хура йывӑҫсем, тӗттӗм ту, ҫав ту ҫийӗпе йӑрӑмланса тӑсӑлнӑ шуҫӑмӑн юнлӑ йӗрӗ те ырӑ шӑршӑллӑ теттӗм курӑк хушшинче выртакан хӗрарӑмӑн шурӑ кӗлетки тӑчӗҫ. Темиҫе пуля хӳме стени ҫине пырса ҫапӑнчӗҫ. Анчах вӗсенчен пӗри те шала кӗреймерӗҫ, унтан тӗтӗм сирӗлсе кайсан, малтанхи пекех шӑп та лӑпкӑ тӑчӗ. Эпӗ каҫару ыйтма тытӑнтӑм та, Зурин мана пӳлсе хучӗ: «Ҫырлахсам! Манӑн сулахаялла каймалла. — Ҫӑмӑл, анне, — терӗ Джек. — Анчах кашт ӗҫес килет. Арҫын ача хӑранипе картах сикрӗ, — Иха хуйхӑллӑ Тумана ҫапла пӑрахса хӑвармарӗ-и? — Малтан Айртонӑн шухӑшне пӗлесчӗ манӑн, — тесе хучӗ майор. Боцман пулнӑ ҫын, Гленарванран куҫӗсемпе пӑхса ирӗк илчӗ те, калаҫма тапратрӗ. — Нимех те мар. — Килӗр-ха кунта. Мана сирӗн пулӑшӑвӑр кирлӗ. Курасчӗ санӑн ӗлӗк мӗнле савӑннине! Вӑл, хирӗҫ чӗнессе кӗтсе, шӑпланса тӑчӗ. Ӑна ответ паракан пулмарӗ. Шанчӑк сахал. Карап шыв тӑрӑх ун хыҫҫӑн хӑвалать. Труби мӗнпур тӗтӗме хӑй ӑшне туртса илет, тӗтӗм ҫӳлех мӑкӑрланса ҫитет, вӑл ҫулҫӑсен тӗксӗмленнӗ чатӑрӗнче ҫухалса каять. — Пӗрле мар ҫав. Эпир пурпӗрех каятпӑр. Пӑх-ха, акӑ улпусем те ӑна икӗ сехет хушши кӗтсе тӑраҫҫӗ-ҫке. — Ф-фу, мӗнле ухмах ҫынсем! — терӗ вӑл ҫӳхе куҫхаршийӗсене вылятса. Эпӗ Джима хам пытарнӑ кимӗ патне илсе кайрӑм. Вӑл йывӑҫ айӗнчи лупашкара вут чӗртнӗ хушӑра эпӗ ҫӑнӑх, какай, кофе, кофейник, ҫатма, сахӑр тата тимӗр куркасем йӑтса пытӑм та, Джим тӗлӗнсе хытсах кайрӗ: ҫак япаласене пурне те тухатса тупнӑ тесе шутлать вӑл. — Рене-Жан — лаша, Гро-Ален лавҫӑ пулчӗ. — Контакт! Тепӗр кун ирпе старик Синопӑпа пӗрле бизон мӑйракисем шырама тӳрем вырӑна тухнӑ. — Эпӗ аппа патне те кайса килтӗм, эсӗ ҫаплах ҫывратӑн, — терӗ вӑл васкаса. Ҫапла вара, ҫав ункӑсенчен пӗринче, — суккӑр ачара, — ӑнсӑртран килнӗ сӗмсӗр шӑпа леш чӳречесене хупнӑ та хунӑ: ачан пурнӑҫӗ йӑлтах тӗттӗмре иртмелле. Урайӗнче, улӑм тӳшек ҫинче хура та илемлӗ хӗрарӑм ҫывӑрать. Вӑл — манӑн анне. Ҫӳҫӗ унӑн арпашӑнса кайнӑ. Катя ман сӑмаха итлерӗ те пит-куҫӗ салхуланчӗ, куҫӗсем вут-ҫулӑмӑн ялкӑшрӗҫ… Мӗншӗн тесен авалхи ҫынсем тӳпери ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене хӑйсен туррисен ятне панӑ: Юпитер, Венера, Меркурий — пӗтӗмпех турӑ ячӗсем вӗт. Эпӗ Ганса аллинчен ярса тытрӑм; эпӗ унпа кӗрешетӗп. Паганель экспедици ӑнӑҫсӑр пулнипе тарӑхса, документри сӑмахсене темиҫе тӗрлӗ лартса пӑхать, унтан вӑл мӗн те пулин ҫӗннине тупасшӑн тӑрмашать. Чарӑн, теҫҫӗ сана! Павел Самуила итлесе ларать. Малтан пуҫласах ирӗке яма юрамасть. «хапсӑнасси» тесе хӑйсах каларӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хамран нимӗн те пытармастӑп. Ҫывӑрман казак ҫакнашкал пӗр кӗтмен ҫӗртен сиксе тухакан кашни сас-чӗвӗ илтӗнмессеренех хӑлхине чанк! тӑратать, куҫӗсене хӗссе тинкерсе пӑхать, васкамасӑр винтовкине хыпашлать. Хӑҫанччен манӑн сире пӑяв вӗҫҫӗн ҫавӑтса пымалла? Вӗсене вӑл хӑйӗн ӑсӗнче — ҫуланчӑксем, тесе ят панӑ, вӗсем нӳрлӗн ҫиҫкӗнсе тӑни уншӑн кӑмӑллӑ пулман, ҫавӑн пекех вӗсен пичӗсем те, куллисем те, сӑмахӗсем те ӑна килӗшмен, анчах та вӗсем хӑйсене ирӗклӗн те ҫӑмӑллӑн тыткалани, вӗсем пурин ҫинчен те калаҫма пӗлни, вӗсен илемлӗ костюмӗсем — ҫаксем пурте Фомара кӗвӗҫӳ, унпа хутӑшах хисеплӳ те ҫуратнӑ. Калаҫнӑ чух Шурочка сасси минутсеренех чӗтрене-чӗтрене илчӗ, йӑлтлата-йӑлтлата сикрӗ йӗкӗт пуҫне сӑтӑркалакан унӑн алли те. Вара картишӗнче кантӑк умӗнчен иртсе кайнӑ май:— Унта сана валли атӑпа ҫӗҫӗ илсе килтӗм, анне парӗ, — тесе хӑварчӗ. Ӑҫта чарӑнмаллине шыраса тупмалла пулать. Эпӗ ӑна лӑпланма ыйтатӑп: «Эпӗ ку, Гек», — тетӗп; вӑл кулать кӑна, кулли ҫав тери хӑрушӑ. Татах вӑрҫса, кӑшкӑрашса ман хыҫҫӑн чупать. — Танксем каҫса килесрен алтнӑ, — ӑнлантарса пачӗ Матвей Юргин. — Ҫук, тӑхта! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Макҫӑм ҫилӗллӗн. — Нивушлӗ вӑл лашасемпе вӑкӑрсем вилнишӗн Айртон айӑплӑ тесе шутлать? Халӗ шӑпах вӗсен ӗрӗхес вӑхӑчӗ. Хамӑн ытти пурлӑхӑма — пӗр пайне укҫа халлӗн, тепӗр пайне тавар халлӗн — хампа пӗрле илсе кайрӑм: пурлӑхӑма ӳстерме шутларӑм. Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ манӑн йытӑсене курас та килмест. Жухрай хӑйне пӗр самантрах хулан пӗр енчен тепӗр енне илсе ҫитернӗ ҫамрӑк Литкене мухтамасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Пухура пулнисенчен пӗри ехусене пӗтерме кирлӗ тесе шутланӑ, хӑйӗн шухӑшне вӑл ӗнентермелле сӑлтавсемпе ҫирӗплетсе панӑ. Вӑрмантан пижама йӗмӗ тата пушмак тӑхӑннӑ, анчах кӗпесӗр ҫын тухрӗ. Ку ӗнер ҫеҫ килнӗ ҫӗнӗ ҫын пулнӑ. Вӑл ҫуна тӗпне ларчӗ те кӗрӗкне йӳле ячӗ, вара тройка, ҫилхисене вӗҫтерсе, халиччен нихҫан курман темӗнле ҫуртсем умӗпе пӗр тӗттӗм урамран теприне кӗре-кӗре кайрӗ. Кимӗ хӑйӗн рульне питӗ лайӑх пӑхӑнать. — Хаклӑ вӑхӑтӑра ҫак приёмнӑйра ларса кӗскетмелле пулчӗ-и? Кӑнтӑр енчен килнӗ паровоз шӑп кӑна фургон каҫса каймалли вырӑна ҫитсен чарӑнчӗ. Никам та ответ памарӗ. Хӑйсем мӗн калаҫнине сӑнанипе сӑнаманнине пӗлмесӗр, герцог Горева ҫине канӑҫсӑррӑн пӑхса илчӗ. Эсӗ мӗншӗн шарламан вара? Инҫетрен, тарӑн ҫӗртен тейӗн, темӗнле сывлав килет — сывласа илӳ те сывласа кӑлару, илӳ те кӑлару… — Мӗнле ӗмӗтсем, тусӑм? — пӗлесшӗн пулчӗ Гаррис. Алексей Григорьевича эпӗ час-часах кураттӑм: манӑн ӗмпӗчи ун патӗнче дворецки пулса пурӑнатчӗ. Командирсем унран тӗплӗ кӑтартусем илеҫҫӗ. Батальщиков пӗр хӑрамасӑрах малалла ҫапла каларӗ: — Пире ӗненместӗн пулсан — хӑв кайса пӑх, каймастӑн пулсан — эпир вӗсене халех кунта ҫавӑтса килетпӗр. Половцев ӑна хӑй патне илсе кӗчӗ, алӑкне таччӑн хупса хучӗ те вара пӗр сехет ҫурӑна яхӑн пӗчӗк пӳлӗмрен шӑппӑн та васкавлӑн калаҫни илтӗнчӗ. — Так-с точно… хысна япалисемпе. Анна Васильевна ун ҫине пӑхрӗ. Бенедикт пичче йӗри-таврара мӗн пулса иртнине хӑлхана та чикмерӗ. Хӑҫан килет вӑл, Варвара? Чӑннипех те ӑҫти-ҫук ӗҫсем пулса иртеҫҫӗ ҫут тӗнчере. — Анне! — пакӑлтатрӗ Жоржетта, унтан аллисене амӑшӗ еннелле тӑсрӗ. Ҫаксем Фомана кӗвӗҫтернӗ те, хурлантарнӑ та. Красноармеец йӑл кулса илчӗ. — Пӗр-пӗр хӗрарӑм лӑркаса кайнишӗнех ҫилленме юрать-и? Яков Лукич хӑй кумӑшӗн ӳт-пӗвӗ тӑр-тӑр-тӑр чӗтресе, туртӑнкаласа илсе, тӑсӑлса выртнине курчӗ. — Ҫук, — тенӗ Фома. Наровчат, шӑкӑрин шалча тӑрат. Пӗрре ӗнтӗ хӑйне хӑрушлӑхран хӑтарнӑ ҫын куҫӗнчен хӑрасарах пӑхса, Луиза ыйтрӗ: — Мӗн тумалла-ха пирӗн? Тен, театр пирки те пулӗ. — Пит лайӑх тыттарать мужика: Вӗрен! — Чӑнах та, мӗскершӗн упрамалла-ха? — шухӑшланӑ Фома, хӗрарӑм укҫа ҫинчен ҫакӑн пек ахаллӗн ҫеҫ калаҫнинчен тӗлӗнсе. Людмила кулса ячӗ, унӑн кулли хуллентерех, кӑмӑллӑн, ҫемҫен янӑрарӗ. Ҫамрӑксен Коммунистла союзне. Тур ҫырлах, Том мистер та кунта-мӗн? Тульккӗ укҫалла мар, — васкаса хушса хучӗ вӑл. Ӑҫта та пулин каймалла пулсан, София ашшӗ вара хӑйӗн тарҫи вырӑнне яланах ӑна ярать… — Халӗ манӑн юлашки сӑмахсене итлер, Айртон. Манго йывӑҫӗ ҫутӑ ямасть, ун ҫимӗҫӗ тӗлӗнмелле тутлӑ, ҫапах та пӗр туземец та ӑна ӗрчетме хӑю ҫитереймест, терӗ Гаррис. Халӑх пӑшӑрханать кунта… куҫсене ниҫта чикме ҫук, намӑс ҫунтарать… Сирсем аллусене, пикеҫӗм. Унӑн кашни юн тумламӗшӗн пӗр бандита тӗп тумалла. Халӑх нимӗн те чӗнмест. Ку тӗрӗс те пулӗ, ҫавӑнпа эпӗ тавлашмарӑм, анчах шухӑш пурӗпӗр ун ҫинчен каймарӗ: кам персе вӗлернӗ-ха ӑна тата мӗн сӑлтавпа? Ҫавӑнпа паян ирчченех утрав ҫинче пурӑнма лекрӗ; негрсем чирлӗ ҫынна ҫапла тимлесе пӑхнине эпӗ хальччен те курман, ачана пула ҫак негр ирӗке ҫухатма пултарнӑ-ҫке, ывӑнасса та хытӑ ывӑннӑ пулас вӑл, сӑнӗнченех паллӑ, юлашки вӑхӑтра вӑл йывӑр ӗҫ нумай тунӑ. Тула тухсан, Фелим йывӑҫ мӗлки тӗлнелле йӑпшӑнса кайнӑ. Хӑть эсӗ мӗн те пулин тӑвӑсӑнччӗ манпа, э? Вӑл пролива, хӑйӗн аллапкине пӗлнӗ пек пӗлнӗ, пур вырӑнта та виҫсе пӑхсан, шыв тарӑнӑшӗ картӑ ҫинче палӑртнинчен тарӑнрах пулнинчен те вӑл нимӗн чухлӗ те тӗлӗнмерӗ. — Пустуях. — Паллах, юлать — терӗ те Горева ҫухалса кайса, ҫавӑнтах, амӑшӗсене черете тӑратма поварсене хушма пултарни ҫинчен манса кайса, вӗсене вӑл хӑй иккӗмӗш кухня умне васкавлӑн черете тӑрата-тӑрата тухма тытӑнчӗ, имшертереххисене мала кӑлара-кӑлара тӑратрӗ. Вӑл, лешин укҫа енчӗкӗ пуррине пӗлсе, ӑна тытса илме шут тытнӑ. Давыдов ҫаплах васкамасӑр ҫӑвӑнса пӗтерчӗ, кукша пуҫ ҫине пӗр шайкка пӑр пек сивӗ шыв сапрӗ, лешӗ куҫне мӑч-мӑч тутарма тытӑнсан, мунчаран тухрӗ. Пӗр кун ӗнтӗ пурнӑҫран ним йӗр хӑвармасӑрах тухса ӳкрӗ, этем хӑйӗн масар шӑтӑкӗ патнелле тата тепӗр утӑм турӗ, анчах халь вӑл канса киленессине, тӗтӗмлӗ хупах савӑнӑҫне хӑй умӗнчех, ҫывӑхрах курать те — унӑн кӑмӑлӗ тулать. Эпир ӑна тавӑрмашкӑн ҫавӑрса илнӗ, мӗншӗн тесен, вӑл пире ҫаратрӗ. — Перӗмре тӗл пулнӑ… — Ҫук ӗнтӗ, тармастӑп! — Хамӑр ҫумрах пыр, капла пире шанчӑклӑрах. Хваттер тӗлне ҫитрӗҫ; ҫапӑран авса тунӑ пӗчӗк хапхана тата ҫатан картана тӗртсе йӑвантарчӗҫ те картишне пырса кӗчӗҫ. Эпӗ санран сӑмах пама ыйтмастӑп… Вӑл ӗлӗкхиллех ним ҫукран савӑнса ӳкет, ним ҫукранах сасартӑк хуйхӑрма тытӑнать. — Малтанах унта якутсемпе, улусра пурӑнтӑм, пӗтетӗп пулӗ тесе шутласаттӑм. Хӑй каҫса кайса кулать, тет. — Эсӗ туршӑн та, сиксех ан лар-ха, унсӑрӑн эпӗ санран нимӗр туса хурӑп! Джемс Уэлдон кашни ҫулах Беринг проливӗ леш енчи ҫурҫӗрти тинӗссене, ҫавӑн пекех кӑнтӑр ҫурчӑмӑрӗнчи тинӗссене, Тасмани утравӗпе Горн сӑмсахӗ патне, флотилийӗпех карап ӑсатать. Ҫаксем пурте — тӗссем, йӑлтӑрккасем, сасӑсемпе шӑршӑсем — куҫа пусса тӑраҫҫӗ, сывланӑ чух кӑкӑра кӗреҫҫӗ те пушанса юлнӑ чӗрене темле ним хускалман, пӑтранчӑк туйӑмпа тултараҫҫӗ. Вӑл шухӑш ӑна ытла лайӑх маррӑн туйӑнман, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне шав ӗҫкӗ-ҫикӗре ирттермен, ӗмӗрӗн тӑрӑшшилех пӗр чарӑнмасӑр ҫынсем патенчех ӗҫлесе ирттернӗ, вӑл ӗҫлесе ывӑна та пуҫланӑ. Ӑна ответлекен пулмарӗ. Анчах хӗрӳллӗ юратӑвӑн тӗтри хуллен-хулленех сирӗлме пуҫласан е кӗтмен ҫӗртен ун витӗр ӑс-хакӑлӑн таса пайӑркисем ҫул хывсан, хамӑр чунтан юратакан ҫын пирӗн куҫ умне хӑйӗн мӗнпур паха енӗсемпе, ҫитменлӗхӗсемпе, чӑннипе вӑл епле, шӑп ҫавӑн пек тухса тӑрать, — пӗр йышши ҫитменлӗхсем пире сасартӑках уҫӑмлӑн, темиҫе хут пысӑкланса курӑнса каяҫҫӗ, чун ҫӗнни патне туртӑнни, пӗр кӑлтӑксӑр ҫынсем ҫук маррине шанни пире халиччен хамӑр юратнӑ ҫынран писме кӑна мар, йӗрӗнме хӗтӗртет, вара эпир ӑна пӗр хӗрхенмесӗр пӑрахатпӑр та пӗр кӑлтӑксӑр ҫӗнӗ ҫын шырама малалла вӗҫтеретпӗр. — Ирхинеччен. — Ҫынсенчен кивҫен илтӗм, сана кордона кайма хатӗрлерӗм. Е саквӑна хурас-и? Аш ҫыхнӑ кантрана юлашки хут шыва янӑччӗ. Шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ ҫырман леш хӗррипе чупакан хуралҫа куртӑм. «Тшибадола», господин, чӗлхине аран-аран ҫавӑркаласа (ун ӑшӗнче каллех темскер ишӗлсе анчӗ): «Эсир хӑвӑрах тӑвӑр, хаклӑ государь; эпӗ пӑхса тӑрӑп», — тесе ответлерӗ. Вӑл Беккие саппунӗнчен тата аллинчен туртрӗ. Ҫӑвара уҫма тӑнӑччӗ кӑна, Фелпс миссис мана сасартӑк ярса илчӗ те кравать хыҫне тӗксе ячӗ. — Авӑ килет вӑл! — тет. Улпутӑн апат пӗҫерекен кухарки, хӗвел тӗттӗмленме тапрансанах, ухват илчӗ тет те, кӑмакари чӳлмек таврашӗсене пурне те ҫапса ватса пӗтерчӗ, тет, пурӗпӗр тӗнче пӗтет, апат ҫиекен никам та пулмасть, тесе калать, тет хай. — Ну вӑт, пуҫларӗ айванланма, каятӑн. Салху та нӗрсӗр сасси унӑн мӑйӑхӗ ӑшӗнче пӑтрашнӑ, мӑйӑх ҫумне ҫыпӑҫнӑ ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене шӑлса антарнӑ; слесарь сухалӗпе мӑйӑхне хулӑн пӳрнисемпе тӳрлетнӗ те — каллех юрланӑ. — Ан кай, тем курассу пур тата. Вара — тӗлӗнмелле ҫав — ҫапла туни кӑнтӑрла тӗлнелле уншӑн кӑмӑллӑ пекех туйӑна пуҫларӗ. Вӑл мана ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиех хӑйӗн йӑлтӑр пӗчӗк куҫӗсемпе тӗсесе пӑхрӗ те:Мӗн ятлӑ эсӗ? — тесе ыйтрӗ. — Казаксем хамӑра итленӗ пулсанччӗ! — Хӑнана каймалли ҫын ҫинчен ҫавӑн пек усал калаҫма намӑс! Чӑнахах та, вӑл хӑй пӳлӗмне кӗрсенех, ҫыру сӗтелӗ хушшине ларнӑ-ларман, ҫав сӗтел ҫине икӗ аллипе чавсаланса, ывӑҫ тупанӗсемпе питне ярса тытрӗ те: «Юрататӑп эпӗ ӑна, ҫав тери юрататӑп!» тесе хурлӑхлӑн, шӑппӑн кӑшкӑрса ячӗ, ун пӗтӗм ӑшчикӗ, хытса ларнӑ кӗлне сасартӑк вӗрсе тӑкнӑ кӑмрӑк пек, кӑварланса кайрӗ. Пӳрнесемпе вулама эпӗ нихҫан та вӗренейрес ҫук… — Эсир! эсир кунта! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. — Ку мӗн япала пулчӗ? — ҫаврӑнчӗ вӑл амӑшӗ еннелле, чунтанах хумханса. Кӑнтӑрла иртсен, Бэла шыв ӗҫес килнипе аптрама пуҫларӗ. Вӑл Мухортый хӑй урине асӑрхаса ҫӗкленине пӗлнӗ: ӑйӑр тапмӗ мар, Микитен сӑранланса кайнӑ кӗске кутлӑ кӗрӗкне кӑна сӗртӗнме урине хӑпартнӑ. — Ватӑ, анчах шурӑ ҫӳҫлӗ парикпе шурӑ сухал сире те ватӑлтарӗҫ, ытти паллӑсем вара пачах сирӗнни пек. — Апла пулсан, халех Сеймура! Пирӗн чӑтӑмлӑ хӗрарӑмсем пӗрер каҫ та пулин вырӑн ҫинче ирттерме хирӗҫ мар пуль тетӗп эпӗ. — Тӑхтӑр-ха кӑштах, халех уҫатӑп, — терӗм эпӗ. Пӳлӗмсенчен чупа-чупа тухнӑ хӗр-манахсем галерейӑсем тӑрӑх хӗвӗшеҫҫӗ; пынӑ хӑнисем те вӗсен хыҫҫӑн чупса тухрӗҫ; шӑв-шав та кӑшкӑрашу ҫӗкленчӗ, каласа кӑтартма ҫук пӑтрашса кайрӗҫ. Ӑна тума хушнӑ ӗҫе те иезуитсем шухӑшласа кӑларнӑ. Ӑна чиркӳсем яланах тӗрлӗ заказсем панӑ, вӑл нихҫан та ӗҫсӗр ларман. Тӳреме башня тӗлне анса ларӑр. Сире ҫул ҫинче йӑваланса выртакан етресем, шывпа тулса ларнӑ лакӑмсем такӑнтараҫҫӗ. Ку лакӑмсем чул сарнӑ вырӑнта, бомба ӳксе алтнӑ лакӑмсем вӗсем. Унпа калаҫу пуҫарса яма, унӑн кӑмӑлне пусарма нихҫан та уншӑн хальхи пек йывӑр пулман. Тӗрме пӳлӗмне темӗнле хӑрушӑ лӑпкӑлӑх пусса илчӗ. Унӑн вӑхӑт пур та — ҫӳрет вӑл… Каштанка малалла, унтан каялла ыткӑннӑ, тепӗр хут ҫул урлӑ чупса каҫнӑ, анчах столяр, ҫӗр ҫӑтнӑ пекех, таҫта кайса ҫухалнӑ… Обсерватори валли 66 сантиметр хулӑнӑш линзӑллӑ вӑйлӑ кӑтартакан телескоп тутарнӑ. Анчах Хӗвел патне мӗн чухлӗ ҫывӑхарах пырать, Хӗвелӗн туртӑмӗ те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пулать, комета та вара ҫавӑн чухлех хӑвӑртрах куҫать. Сӑмахсене те кӗскисене кӑна суйла-суйла калакалать. Тулта тул ҫутӑлнӑ та ӗнтӗ. Эпӗ чӑнласах хӑраса ӳксе, ҫынсене пулӑшма чӗнесшӗн, тухтӑр патне ярасшӑн пултӑм. — Ҫакса вӗлермелле ӑна! Хӑйӗн чӗришӗн хаклӑ пулнӑ сӑнарсем ҫинчен каласа, вӑл пӗтӗм вӑйне, хӑйӗн кӑкӑрӗнчи пурнӑҫ пыра-пыра тӗртнипе ҫав тери кая юлса вӑраннӑ юратӑвӑн пӗтӗм пуянлӑхне халӗ хӑй калаҫӑвне хыврӗ, аса илсе, хӑйӗн туйӑмӗпе ҫутатса илемлетнӗ ҫынсем ҫине хӑй те хӗрӳллӗ савӑнӑҫпа пӑхса киленчӗ. Пурте хӑлхисене тӑратрӗҫ. Пурте яхта ҫине шӑтарас пекех пӑхаҫҫӗ. — Мӗскӗн, Иван Иваныч! — тенӗ хуҫи, хуйхӑллӑн сывласа. Пирӗнтен никам та чӗркуҫҫи ҫинче шуса ҫӳрес ан пултӑр. Ой, турӑҫӑм! Эпӗ кунта виҫӗ кун пӗр пӗччен кавсӑлса пурӑнатӑп. Негоро хӑй кайиччен Алвиша Уэлдон миссис пирки тӗплӗ канашсем пачӗ. — Господа! — Арҫын — хӗрарӑм тарҫи! — Мӗншӗн кайрӗ-ха? Унччен ҫыран тенӗ тӗле бухтӑсем авӑраҫса кӗреҫҫӗ, сӑмсах тенисемех пысӑк ҫӗрпе ҫураҫӑнса лараҫҫӗ, вара, юлашкинчен, ҫӗнӗ материк хӑйӗн мӗнпур илемлӗхӗпе глобус ҫине вырнаҫӑнса ларать. Ну, калӑпӑр, ӑна вӗлермеҫҫӗ… Наталья ӑна кулач ҫине патока сӗрсе ҫитерме юратнӑ, вӑл хаех ҫӑкӑр татӑкӗсене патока чашӑкӗ ҫине пуҫса ҫиме вӗреннӗ; савӑнӑҫлӑн мӗкӗрсе, ҫӑмламас урисем ҫинче сулӑнкаласа тӑрса, вӑл ҫӑкӑра шултра шӑллӑ хӗрлӗ ҫӑварне чикнӗ, ҫыпӑҫакан тутлӑ ури тупанне ҫуланӑ. Вӑл тытса тӑракан ҫӗршыври чи пысӑк хулан стенисене аркатса тӑкма е халӑх эсир вӗҫӗмсӗр ирӗкпе тытса тӑрассине хирӗҫ тӑма шутласан, сирӗн тӗп хулана нимӗн юлмиччен пӗтерсе лартма ҫирӗм-вӑтӑр ҫавӑн пек кӗпҫе те ҫитет, терӗм. Тӗне тата медицинӑна вӗреннӗскер, Лондонри миссионерсен обществинче кӑшт ӗҫленӗ хыҫҫӑн Ливингстон 1840 ҫулта Кӑнтӑр Африкӑра Моффат миссионерпа пӗрле ӗҫлес шухӑшпа Кейптауна пырса ҫитнӗ. — Эсир унпа хурӑнташлӑ пулса ҫыхӑннӑ-и мӗн? Кельнер кӗрсе тӑчӗ те ӑна пӗр хӗрарӑм пит курасшӑн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл Говэн ертсе пыракан отрядпа пӗрлешнӗ. — Ҫыран патне! — пӗтӗм вӑйран кӑшкӑрса ячӗ Дик Сэнд, ун сасси Уэлдон миссиса вӑратрӗ. — Ҫӗр хута ӑҫта тухса каятӑр ҫапла? Сывлӑш вӗте те йӗплӗ чул тӗпренчӗкӗсемпе мӑкӑрланать, уласа шӑхӑрать. Вара, ҫӳлти плошадкӑна хӑй тӗллӗнех ҫитсен, сӑн-пичӗ мӗн тери ҫутӑлса кайрӗ унӑн! Урӑх ҫук ӗнтӗ савӑнӑҫлӑ кулкаласа ҫӳрекен хӗр, ҫакӑнтан вара Павка унпа халиччен мӗн тери туслӑ пурӑннине туйса илчӗ. Пӗр ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: килнӗ ҫынсем темӗнле начальниксем, вӗсем арестленисене хӑварма та, кӑларса яма та пултараҫҫӗ. Юрданпа Стефчов хулана ҫӑлам пек туса хӑтланаҫҫӗ… Нимӗн те ӑнланман иккен, вӑл эпӗ ырӑ сӑмах каласса кӗтнӗ-мӗн! Паллах, паллах! Вилчӗ пулсан та, вӑл чуралӑх сӑнчӑрне тӑхӑнмарӗ вӗт! — Ҫук, ахалех: пурнӑҫ ӑнса пымарӗ. Ромашов кӑшт катарах тӗлӗрсе ларатчӗ. Унӑн тӑрӑшни, нушаланни сая кайман. Ахаль пулман иккен хӑй чӑтнӑ йывӑрлӑхсем, ахаль мар айӑпланӑ иккен вӑл хӑйне пӑхӑнман испанецсене — вӑл малтанах шухӑшласа тӑни пурнӑҫланнӑ: пролив тупӑннӑ! — Вӑл Мересьев умне уҫӑ портсигар илсе пычӗ. Ан хӑра, — терӗ Алексей хавассӑн. Кама хирӗҫ? Вара ҫак патшалӑхсем хушшинче вӑрҫӑ пуҫланса каять, ҫав вӑрҫӑ кӳршӗ патшалӑхӗ пирӗн патшалӑхран хӑйсен мӗн ҫуккине туртса иличчен, пирӗн патшалӑха вӗсен патшалӑхӗ хамӑрӑн мӗн ҫуккине паричченех тӑсӑлать. Выҫлӑх пулнипе, чума чирӗ алхасса кайнипе, пӗр-пӗрин хушшинче хирӗҫӳсем пуҫланса кайнипе юхӑнса юлнӑ патшалӑха туртса илнӗшӗн пӗрре те айӑпламаҫҫӗ. — «Ан суй!» — кӑшкӑратӑп эпӗ. Корчагин проводник хыҫҫӑн салон-вагона кӗчӗ, кунта тем тӗрлӗ капӑр ҫул тумӗ тӑхӑннӑ темиҫе ҫын ларать. — Эсӗ ӑнлантӑн-и мана? Ҫӗр ҫинчен тапранса кайнӑ чух ӳстернӗ тата пырса ҫитнӗ чух ерипен пӗчӗклетнӗ хӑвӑртлӑхӑн вӑхӑтне шутласан, вӑл пурӗ те 36 сехете кӑна тӑсӑлать. Тул вӑраххӑн ҫутӑлса пычӗ. Халь унта кӗрӳшӗ пурӑнать. — Эсӗ юр епле ирӗлессине, ун айӗнчен ҫӗр епле — нӳрӗ е типӗ — тухассине пӗлетӗн-и-ха? — Аван. Вӗсен евичӗ: «Этемлӗхе пӗтеретпӗр, мӗншӗн тесен вӑл — ӑслӑх-тӑнлӑхӑн аташуллӑ тӗлӗкӗ». Вӑл татах та татах ыйта-ыйта пӗлет, халь илтнине унччен илтнипе танлаштарнӑ пек тата чӑнлӑх хӑш енче пулнине палӑртнӑ пек, сасартӑк шухӑша путать, унтан каллех, кашни ҫӗнӗ ята илтнипе савӑнса, хавхаланса каять. Гек Финн аллине пуянлӑх пырса лекни, ӑна тӑлӑх арӑм Дуглас хӳтӗлесе тӑни Гека культурӑллӑ обществӑна ертсе кӗртнӗ. Ҫук, ӑна ирӗксӗрех туртса сӗтӗрсе кӗртнӗ, ҫавӑнпа унӑн асапӗсем ҫав тери йывӑр пулнӑ, вӑл вӗсене аран-аран ҫеҫ тӳссе тӑнӑ. Квейс комендант васкамасӑр сӗтел хӗррине хура пластмассӑран тунӑ стопка лартрӗ, — ун пеккисене флягӑпа пӗрле илсе ҫӳреҫҫӗ, — илемлӗ хут ҫыпӑҫтарнӑ вӑрӑм бутылкӑран стопкине вӑл ҫутӑ эрех тултарчӗ. — Фома ятлӑ эпӗ, — ответлерӗ вӑл. — Чӗнессе вара «Бирюк», тесе чӗнеҫҫӗ. Тем пекех хӗпӗртесе кайса эпӗ Сидоров салхун тӑсса ҫапла каланине илтрӗм: — Ай-ай, Ермохин… Темӗнле пысӑк, ҫӗнӗ, хыпкаланчӑк туйӑм вӗресе тӑратчӗ унра, ӗрӗхесшӗн ҫунатчӗ, тулалла тухасшӑн тапӑртататчӗ. Стайка ыттисем калаҫнине итлеме тытӑнчӗ те часах хӗре акӑ мӗн каларӗ: — Кур-ха, Рада, мӗнле ҫак хура майран мӑйӑхӗ ӳсет! Ӗненӗр ӗнтӗ кун хыҫҫӑн халь идеалистсем пӗтнӗ текен ҫынсене! — Пӑвса вӗлерет вӗт, — кӑшкӑрчӗ лешӗ, кула-кула. Шыва кӗрсен маншӑн питӗ усӑллӑ пулӗ тесе шутларӑм та, ик-виҫ минутлӑха ҫав ҫӗр айӗнчи тинӗс шывне кӗрсе чӳхентӗм. — Паллах! Акӑ ӗнтӗ хам шансах пӗтермен адреспа пӗртен-пӗр юлашки номерсене пуҫтарма тытӑнтӑм, трубкӑна темӗнччен тытса тӑтӑм эпӗ, таҫтан инҫетрен ҫатӑртатни илтӗнчӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн тата инҫетререхрен чӑтаймасӑр тухакан сасӑсем янрарӗҫ. — Капитанӗ те хамах, хуҫи те, пӗрремӗш пулӑшаканӗ те, лоцманӗ те, хуралҫи те, аслӑ матросӗ те; хӑш-пӗр чух тата ҫапла та пулкалать: тиевӗ те — эпех, пассажирӗ те хам кӑна. — Ҫапла, сэр! Хӑйӗн тусӗнчен Эмиль Россия ҫинчен, унта дуэльре епле ҫапӑҫни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ, чипер-и унта хӗрарӑмсем, вырӑсла час вӗренме пулать-и, офицер хӑвӑр ҫине тӗлленӗ чухне мӗн туйрӑр эсир? тесе ыйтрӗ. Ӑҫтан пӗлсе пӗтерӗн? Ҫак ӗҫ тӑрӑх асӑнакан Петр Троекуров, провинциальнӑй секретарь пулнӑскер, ку имение тытса тӑни-тӑманнине вӗсем астумаҫҫӗ. Эпӗ экспедицине тупӑп, вӑл тӗлсӗр-йӗрсӗр ҫухалнине эпӗ пӗрре те ӗненместӗп. Ун чухне вара кам тӗрӗссипе кам тӗрӗс маррине хамӑрах курӑпӑр. Астрономсем кометӑсене астероидсем сирпӗннипе пулса каяҫҫӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурӑнма. 1838 ҫулхи апрель, Артур 1833-мӗшӗнче май уйӑхӗнче вилчӗ. Уэлдон миссиса, Джека, Бенедикт пиччене Дик Сэнд таврӑниччен сулахай ҫыранта Геркулес сыхламалла. Ларионыч ҫӳлелле хӑпарса кайсан, эпӗ ҫавна пурне те аса илтӗм; вӑл унта нумай тӑмарӗ, пушшех пусӑрӑнсарах та яланхинчен йӑвашрах тавӑрӑнчӗ, каҫхи апат умӗн вара куса-куҫӑн мана ҫапла каларӗ: — Сана лавкаран хӑтарччӑр, мастерскоя паччӑр тесе тӑрӑшрӑм. Яков чӳрече витӗр тулалла пӑхса:— Патшана епле тунӑ, Тихон, э? — терӗ. Каҫхине унӑн сывлӑхӗ пит те начарланса кайрӗ. — Паллах, кам та пулин туса пымалла, анчах эсӗ мар. — Хӑвӑра хӳтӗлекен ҫын суйласа илӗр. Ҫӗтмен ҫӗртен ют ҫын килсе кӗни тата вӑл ҫемьери тавлашӑва хутшӑнни юр витре сивӗ шывпа сапнӑ пекех пулчӗ; вӑл вӗсен ӑшчиккинче вӗресе тӑракан ҫил-тӑвӑла лӑплантараймарӗ пулсан та, ҫиелтен сӳнтерчӗ пулмалла. Хупах хуҫине Гленарван, ӗҫленӗшӗн тесе, темиҫе кӗмӗл укҫа парса тав турӗ, вара ҫак тараватсӑр ҫуртран тухса кайма кӑна тӑчӗ, ҫавӑнтах унӑн куҫӗсем стена ҫумне ҫыпӑҫтарса хунӑ плаката асӑрхарӗҫ. — Епле хӑнӑхса ҫитнӗ вӗт! Пӑртакран ӑна-кӑна лайӑх ӑнланакан Федотка пынӑ ҫӗртех тепӗр сӗнӳ пачӗ: — Ну, чул пӑшала илместӗн пулсан, сана куснасем хушса парас мар-и? Ҫак вӗри шыв таврана кӳкӗрт шӑрши сарчӗ. — Ҫирӗм пиллӗк. Назанский каллех шкап патне пычӗ, эрех ярса ӗҫрӗ те алӑкне тирпейлӗн хупрӗ, Ромашов та, ним шутлавсӑрах, ӳркевлӗн тӑрса, ҫавнах турӗ. — Ҫавӑрса хур-ха ӑна тепӗр майлӑ. — Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлене вӗлерме юрамасть, ку ӗнтӗ тӗрӗсех, — лӑпкӑн мӑкӑртатрӗ Пантелей. Виҫӗ кӗпе ҫӗлесе патӑм ӗнтӗ эп ӑна. Анчах ӑна нимӗн те ҫитерес ҫук. Вӑл кӑтартса панипе, Грант капитан Перу ҫыранӗсем патӗнчен Европӑна каялла тухнӑ та, вара тӑвӑл айне ҫакланса, Лӑпкӑ океанри кӑнтӑр юхӑмӗсем ҫине ҫакланма пултарнӑ, ҫав юхӑмсем ӑна Австрали ҫыранӗсем патнелле илсе кайнӑ. Сӑмах ҫакӑн пек пысӑк ӗҫсем ҫинчен пынӑ чухне питӗ асӑрхавлӑ судья Джон Мангльс, — хытӑ калаҫакансемпе ӑса-пуҫа вылятакансене питӗ сахал итлекен этем, — вӑл та пулин ученый ҫивӗч ӑс-пуҫӗпе тавҫӑрса илсе вывод тунисене кӑмӑлтанах ырларӗ. — Шанса парать, шанса парать… — мӑкӑртатрӗ княгиня, унтан сасартӑк хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Дуняшка! Джемма нимӗн чӗнмесӗр тӑчӗ. «Тупата пулмасть! Таса турӑ пур, пулмасть. Ҫапла калать вӑл халь Иван Ивановича. Пӗрре ҫакӑн пек кун эпӗ Тула кӗпӗрнин Черн уездӗнче ӑсансем тытасшӑн ҫӳрерӗм. «Каласа пар, каласа пар, савнӑ чунӑм, хура куҫхаршиллӗ йӗкӗтӗм! — терӗ хӗр, хӑйӗн пичӗпе каччӑ питҫӑмартийӗ ҫумне сӗртӗнсе тата ӑна ыталаса илсе. — Ҫапла, анчах пӗр условипе: арҫын та вара хӗрарӑм тарҫи пулмалла. Вожатӑй мӗнпур кӗтӗвӗн хуҫи пулнӑ иккен. Софья Павловнӑна хисеп те салам! — хӑвӑрттӑн калаҫнӑ Маякин, ҫынсен ушкӑнӗнче кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнса ҫӳресе. — Паллине темӗн чухлех тупма пулать ӑна. — Эпӗ хам ҫиленме пуҫланине туйса илтӗм. Смарагдлӑ ҫын патне ҫӗленсемпе скорпионсем ҫывхараймаҫҫӗ; смарагда ҫӗлен куҫӗ умӗнче тытса тӑрсан, вӗсенчен шыв юхма пуҫлать, мӗн суккӑрланса ларичченех юхать вара ҫаплалла. Ҫумӑр чарӑнмасӑр чашлаттарать, ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем Сноун шывӗ ҫыранӗсенчен тухса каясран хӑраҫҫӗ. Пӗр ҫамрӑк боец, кӑвайт хӗррине кукленнӗ те, унӑн пир тӑлине, ҫине-ҫинех ҫавӑркаласа, типӗтсе ларать. Апла пулсан — нимӗн те пулмасть! — Тихон мӗн каласа парать тата? Ялсенче ҫӗнӗ юрӑсем илтӗне пуҫларӗҫ, килсенче псалтырь кӗнекисемпе тӗлӗк кӗнекисем вырӑнне ҫӗнӗ кӗнекесем те курӑнкала пуҫларӗҫ. — Пур, — терӗ капитан. Малтанласа вӗсем йӑваш чӗреллӗ пек те пулса пӑхнӑ, ахальрен мар вӗсене, карап ҫине илӗртсе кӳртес тесе, нумай парнесемпе кучченеҫсем парса тултармалла пулнӑ. Давыдов тӗрӗс калать: эпир паян хӗрарӑмсене чиркӗве ахалех ятӑмӑр, анчах хамӑр станра вырсарникун туса ларнине илес пулсан вара, кунта ним калаҫмалли те ҫук… Пӗрре, учитель хӑйне вӗрентме кӗтсе тӑракан залӑна пырсассӑн, Марья Кириловна тӗлӗнче, унӑн шуранка сӑн-питӗнче темле именӳллӗ туйӑм пуррине асӑрхарӗ. Унтан эпӗ чыслӑ судьясем, чӑн-чӑн ӑслӑлӑхҫӑсемпе законҫӑсем ертсе пыракан суд палатисем ҫинчен калама тытӑнтӑм; тавлӑ ӗҫсене татса парассине, усал ӗҫе айӑплассине тата айӑпсӑра сыхлассине ҫавсем ҫине хунӑ ӗнтӗ. Мужиксем ҫатан карта юписене аялтан касса яма тытӑнчӗҫ, анчах вӗсем ҫине хӗм, кӑвар тӑкӑннӑ та, вӗсем ҫунса ирӗлме пуҫланӑ кӗписене ывӑҫ тупанӗсемпе сӑтӑрса аяккалла тапса сикрӗҫ. Зеб Стумп картишӗнче курӑнса кайиччен нумай малтан ҫамрӑк хӗр ӗнтӗ веранда ҫине тухса, ӑна кӗтсе тӑнӑ. Сире лере, поездра, кунӗпех шыраҫҫӗ паян. Ху кай, — терӗ Назарка ҫиллессӗн. Тен, вӑл ҫав суялӑха асӑрхатчӗ те пулӗ, анчах унран йӗрӗнместчӗ. Мустангсене епле тытма ҫӳремеллине пире Техасра кам та пулин кӑтартма пултарать пулсан, ҫавӑ ӗнтӗ Морис-мустангер пулать. Хулан пилӗк пасарӗнче халӑх кӗрлет, йӑшӑлтатать. Нумайӑшӗ халь тин, пуҫласа кураҫҫӗ. Тепри кӗске поддёвкӑпа кӑвак шалпар йӗм тӑхӑннӑ, вӑл, юланутлине чӗркуҫҫийӗнчен тытса, тем ҫинчен савӑнӑҫлӑн каласа пырать. — Мӗскер эс, Илья? Ҫак самантран пуҫласа вӑл калаҫма пачах пӑрахрӗ. «Вӑт ку — юрату, — шухӑшларӑм эпӗ ҫӗрле, хам сӗтелӗм умӗнче ларнӑ чух (вӑл сӗтел ҫинче тинех кӗнекесем, тетрадьсем курӑна пуҫларӗҫ), — ку вут-ҫулӑмлӑ вӗри туйӑм. Пускӑч ҫине пусса ҫӗкленчӗ вӑл, анчах сулахай алли итлемерӗ, пӳрнисем тытмарӗҫ, вӑл ҫӗре месерле персе анчӗ… — Унӑн куҫӗсенче шуйттан вут-ҫулӑмӗ ҫунса тӑрать пулин те, заклад хурсах тавлашатӑп: эсир ун ухмах ӑс-пуҫне юсаса яма пултаратӑр. Мӗн тӑвас-ха малалла? — Шнелль!.. Кӗтмен ҫӗртенех ҫӑлтӑрсем сӳнме пуҫларӗҫ. Вӑл телейсӗр тетӗн, эсӗ аванрах пӗлетӗн ӗнтӗ; анчах унран айванлӑхӗ пӗтӗмпех тухса пӗтмен. Епле аван ку! Эпӗ тетраде сӗтел ещӗкне пытартӑм, тӗкӗр ҫине пӑхса илтӗм, ҫӳҫе ҫӳлелле турарӑм, ку эпӗ ӗненнӗ тӑрӑх, мана шухӑшлӑ сӑн парать, вара диванлӑ пӳлӗме антӑм, унта сӗтеле тирпейленӗ ӗнтӗ, ун ҫине турӑш тата ӑвӑс ҫуртасем лартнӑ. Эпир пытанмалла выляттӑмӑр, эпӗ пытанма кӗрсе кайрӑм та, тимӗр чӑмакки унта выртать. — Учетчик тӑвать, Лукич вара тӳрлетсе хурать. Назарка казачкӑсемпе пӳрт умне ларса юлчӗ, вӗсем патӗнчен ахӑлтатса кулни илтӗнсе тӑрать. Лукашка вара, хӗрсем патӗнчен майӗпен утса пӑрӑннӑ хыҫҫӑн, кушак пек йӑпшӑнчӗ те, ҫапкаланса пыракан кинжалне аллипе тытса, пӗр сасӑ тумасӑр сасартӑк чупса кайрӗ, анчах килнелле мар, хорунжи ҫурчӗ патнелле чупрӗ. — О-ой, аттемӗрсем! — хӑйне тивтерес мар тесе, йӑлӑнса кӑшкӑрать салтак. Хуртран пулса тӑрӗччӗ — кӑткӑ! — Вӑт маттур! Ҫав тапхӑрта халӑх шавласа каярах чакрӗ. — Ҫав вӑл, вӑл! Малтан эс ӑна кам иккенне те чухлаймастӑн. Вӑл урисене хӑма сарнӑ ҫӗртен аялалла усрӗ, аллисемпе хӑма хӗрринчен тытрӗ те, пирӗн паталла тайӑнса, малалла калама пуҫларӗ: — Кӗнекене, — ӑна мӗнле ӑнланма кирлӗ-ха? Пӑлхар ҫынни пилӗк ҫӗр ҫул хушши путек вырӑнӗнче пулчӗ, енчен вӑл тискер кайӑк пекрех пулнӑ пулсан, шет лайӑхрах пулнӑ пулӗччӗ. Пичче французсен ҫав чаплӑ вӗреннӗ ҫыннисене мӗншӗн ҫапла кӑшкӑрса чӗннине ӑнланас тесен, эпир килтен тухса каяс умӗн палеонтологи ӑслӑлӑхӗшӗн пӗр питех те паллӑ ӗҫ пулса тӑнине пӗлмелле. Капитан вара лӑпланчӗ; юрӗ тесе, пире илсе ҫитерме килӗшрӗ; хула тӗлне ҫитсен, эпир кимӗ ҫине ларса унта кайрӑмӑр. Вӑл тимлесе итлет те Миките сывланине, тата вӑл хуллен хӑрлаттарнине илтет. Ма эсӗ мана каламастӑн, Мэри? Патша вара туратсене аллисемпе асӑрхануллӑн сирет, йӗплӗ тӗмсем хушшипе шӑппӑн иртет те уҫӑ вырӑна тухать. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ выльӑхсемпе ялхуҫалӑх инструменчӗсене каялла тавӑрса паманни, — сулахай пӑрӑнчӑк, эсӗ ҫавсене колхоза каялла йышӑнни, — сылтӑм пӑрӑнчӑк пулать. Ромашов хӑйӗн саламлӑ сӑмахӗсене мӑкӑртаткаланӑ хушӑра, Шурочка ӑна, ун аллисене хӑйӗннинчен вӗҫертмесӗрех, ачаш та чӑрсӑртарах вӑйпала хистесе, хӑйпе пӗрле малти тӗттӗм пӳлӗме илсе кӗртрӗ. — Улттӑмӗш эрне ҫине кайрӗ ӗнтӗ, ваше благородие! Халь кирлӗ мар. Дик Сэнд талӑкри вӑхӑта хӑй ҫӗрле штурвал патӗнче тӑмалла пайласа тухрӗ. Ҫук, Давыдов юлташ, сухаҫӑ пулма юрӑхсӑр эпӗ. Тӗлӗнессе ватӑ сунарҫӑ кайрантарах тӗлӗнсе кайнӑ — вӑл Кольхаун хӑраса ӳксе каялла вӗҫтернине курнӑ. Ҫулӑм пӗрре тул енне сиксе тухать, тепре ҫиҫӗм е ҫӗлен пек, тӗлӗнмелле хӑвӑрттӑн тӗтӗм ӑшӗнче ҫаврӑнать. Ҫав хушӑра Голос ухмахлана пуҫларӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен, суднӑсен командирӗсем пӗр карапран тепӗр карап патне е ҫыран хӗррипе ҫӳренӗ чух усӑ курмалли гичка текен пӗчӗк кимӗ корветран уйрӑлса кайрӗ. «Енчен Бойчо тӗрмере мар пулсан, Соколовран пӗлетӗпех вӑл ӑҫта иккенне», — тесе шухӑшларӗ Натанаил, тухтӑр картишне чупса кӗнӗ май. Вара вӑл мана алӑ пачӗ. Манӑн чӗре ыратса кайрӗ. Нумай выртнӑ-ши эпӗ кунта? Сулахайпа… — Эсир юн тӑкӑннӑ вырӑн ҫинчен калатӑр-и? — тытӑнчӑклӑрах ыйтать судья. Калӑпӑр, эсӗ капла турӑн. Ватти ӑҫта (вӑл хӑйӗн арӑмне ялан пекех ҫапла чӗннӗ)? Ипполит Шалый тимӗрҫӗн савӑнтарман сӑмахне итлерӗҫ. Вӑл, хӑлхи илтсех кайман пирки, хыттӑн, пыр тӗпӗнчен илтерсе калаҫрӗ. Ҫурчӗпе унӑн ӑшӗнчи мӗнпур япалисем хӑйӗн. Кӑнтӑр тӗлӗнче Лозневой батальонӗ пӗр пӗчӗк вӑрманта канма чарӑнчӗ. Йӗрки пултӑр тенӗ пек, Мойсей Мойсеич та кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ. Вӗсем ӳкернӗ пулсан, чунсӑр карикатурӑра та ҫивчӗ хавхалану палӑрмалла. Митя рабочисене лӑплантарма питӗ ӑста пултарнӑ; вӑл Мирона ялсенче ҫӑнӑх, кӗрпе, пӑрҫа, ҫӗрулми илсе рабочисене ҫав хакпах, турттарса килнӗшӗн тата тӑккаланӑшӑн ҫеҫ хушса сутма сӗннӗ. Вӑл тухнӑ вӑхӑтра Марьянка малтанхи кӗрен кӗпе вӗҫҫӗнех, анчах та куҫӗ таранах ҫыхса лартнӑ шурӑ тутӑрпа, кӗтмен ҫӗртен Оленин ҫумӗпе пӑлтӑртан тухса шӑвӑнчӗ. Вӑл хӑйӗн мӗнпур ырлӑхне: ачасен вылямалли ҫӗмрӗк япалисене, мрамор шарикӗсене, тӗрлӗрен ӑпӑр-тапӑр япалисене туртса кӑларса, вӗсене ҫавӑркаласа пӑхма пуҫларӗ. Ҫук, эсир ку шухӑша пӑрахӑр, сирӗн аҫӑр уездра пӗрремӗш фабрикант, ҫӗнӗ ӗҫ пуҫласа яракан ҫын — хула сӑн-сӑпатне илем кӳрекен ҫын пулнӑ. Вӑл мӗн пӗлни ҫинчен эпир унран ыйтӑпӑр-ха. Катя калаҫнӑ чухне кӑмӑллӑн, вӑтанчӑклӑн та уҫҫӑн кулать, темӗнле кулӑшла та сиввӗн, аялтан ҫӳлелле пӑхать. Санӑн аркатакан курӑк пур, теҫҫӗ, — терӗ вӑл чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Зеб Стумп ӳчӗ курӑк ҫине тӑсӑлса ӳксен, унпа юнашар тата сирӗнпе пӗр виҫ-тӑваттӑшӗ тӑсӑлса выртсан тин эсир ҫак телейсӗр ҫынна ҫакса вӗлерӗр. Ҫапла вӑл тӑлӑх арӑм пурӑнакан ҫурт таврашне час-час пырса ҫӳреме тытӑнчӗ. Юлашкинчен лешӗ ӑна юнаса та пӑхрӗ: енчен вӑл ҫав йӑлана пӑрахмасть пулсан, ыррине ан кӗттер терӗ. Негр-чурасенчен пӗри йӗнерленӗ лашана йӗвенӗнчен тытса тӑнӑ. Вӑл сиксе тӑчӗ те, пӗшкӗне-пӗшкӗне, пӗр йывӑҫ патӗнчен тепӗр йывӑҫ патнелле — вӑрман хӗрринелле чупма пуҫларӗ. — Ромашов гражданин? Хам тытса пыма пултаракан кимме кунти кирек хӑш юханшывра та шыв юхтарса илсе каять. Комсомолецсем пӑрасене пурте ҫапла вата пуҫласан, вара пирӗн нимӗнпе ӗҫлеме те пулмасть. Воропаев ирӗксӗрех хӑй паҫӑр кӑна алӑкӗ умӗнче чарӑнса тӑнӑ ҫурта аса илчӗ. Ну, халӗ ӗнтӗ лаша та пур акӑ. Пӑхкала, ҫӗр ҫинче мӗнле ҫынсем пуррине сӑна… Ҫаксем пурте йӗкӗтшӗн кӑмӑллӑ пулман, вӗсем унӑн мӑнаҫлӑхне вирелле сӑтӑрнӑ. — Цанко, укҫа парса та пулин хӑтӑлар эппин! А-а, чун сисчӳлӗхӗ ку. Сӑмахӑма малалла калатӑп. Марс полюсӗнчи юр хӑвӑрт ирӗлни унти юр хулӑн маррине пӗлтерет, пӑр хулӑнӑшӗ унта темиҫе сантиметр кӑна пулма кирлӗ. «Акӑ ӗнтӗ, пуҫланать», — терӗ вӑл хӑйӗн ӑшӗнче. Камӑн пурлӑхӗ мӑй таран, уншӑн пулсан, ытлашшиех шел мар пулӗ те… Карчӑк пӑтта, хыттӑн чаплаттара-чаплаттара та ҫӑкара ҫӑварне ывҫипе тӗркеле-тӗркеле чиксе, васкавар ҫӑткӑнлӑхпа ҫӑтрӗ, ҫавна май унӑн путса аннӑ пӗркеленчӗк пичӗ, пысӑк чӑмаккан хӑпара-хӑпара тухса, вылянса ҫех тӑчӗ. — Апла пулсан, вӑл тӗрӗсех вара: тухатмӑш теҫҫӗ ӑна. Акӑ, пӗр вунпилӗк ҫул каярах, хамӑрӑн ял витӗр иртсе пыратпӑр. Ӑна ҫӑлтӑр тесе ят пани пачах тӗрӗс мар. Ку ҫӑлтӑр мар, Венера ятлӑ планета. Эхер учительсем ман патӑма тӑтӑшах ҫӳремесен, Сен-Жером ман хама хам юратас туйӑма кӑмӑлсӑррӑн та пулин хӗтӗртмесен тата, чӑн пахи, хамӑн Нехлюдов тусӑма ӗҫчен ҫын пек курӑнассӑм килмесен, урӑхла каласан, вӑл экзамена отлично тытассине питӗ паха ӗҫ вырӑнне хумасан, — ҫаксем пулмасан, ҫуркуннепе ирӗклӗх хӑйсен ӗҫне тӑватчӗҫех: эпӗ маларах мӗн вӗреннине те манса каяттӑм, экзамена тем тусан та параймастӑм. Темшӗн-ҫке вӑл, тек ӗнтӗ винтовка кирлӗ пулас ҫук, тесе, ӑна пӑрахрӗ те тӳрех нимӗҫ ҫинелле сикрӗ. Лешӗ, хырӑмӗ ҫинелле ҫаврӑнма хӑтланса, турткаланса илчӗ, кирпӗчсенчен яра-яра тытрӗ. Вӑл ман йӑнӑша (ку вӑл эпӗ тӳсӗмлӗх ҫитерейменни пулать) курнӑ та, ман ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса: «Эх, улпут!» — теейрӗ ҫеҫ. Тӗлӗнмелле каҫ! Мӗскӗн, мӗн шутлать вӑл хӑй ӑшӗнче? Ара эсӗ сӑмсуна аяккалла ан пӑркаласа тӑр! Ҫапах та лапсӑркка ҫӳҫлӗ пуҫне силлесе илчӗ те вӑл: — Ас ту эс! Ҫапла унӑн учрежденисем тӑрӑх сулланса ҫӳресси пуҫланчӗ. Сулахайра темскерле катмар, ҫынсӑр, пушӑ мачтӑсӑр хура корпус карӑнса тӑнӑ. Унӑн хӑраса чарӑлнӑ куҫӗсем аслӑ уҫланкӑна пӑхса ҫаврӑнчӗҫ, хӗрлӗн курӑнакан ҫемҫе сӑмси ҫунаттисем, хӑвӑрттӑн сывласа вӗри пӑс кӑлараканскерсем, туртӑна-туртӑна сиккелеҫҫӗ. Выҫӑпа аптӑранипе арӑм нимӗн тума та пӗлмест пуль. Атте хулпуҫҫисене сиктеркелесе илчӗ те шлепкине тӳрлетрӗ — ку паллӑ яланах вӑл тӳсейменнине пӗлтерет… Килти выльӑх пек тыткалаҫҫӗ ҫак мӗскӗнсене! Вӑл сухалне шӑлса илчӗ те пӗтӗмӗшпех юнланса пӗтнӗ аллине каллех ҫӗклерӗ. Манӑн мӗскӗн Динго, иртейрӗн-и вӗсемпе тӗл пулмасӑр? Хушӑран вӗсем кунта ҫынсем кана-кана ларнине кӑтартакан йӗрсене тупаҫҫӗ: ҫунтарса е таптаса пӗтернӗ курӑклӑ вырӑн тӗл пулать, юнпа вараланса пӗтнӗ ҫатрака купиллӗ уҫланкӑсем курӑна-курӑна каяҫҫӗ. — Ӑна тытаймӑн!» Вӑл йӗрӗнчӗк япала тӑвать, калаҫать, эсӗ ҫавна темскер савӑк та кӑмӑллӑ япала пек туятӑн. Тимур! Команда ярас: паркалаччӑр е тӳпкеччӗр ӑна пӗрре! Унӑн пуҫӗнче тӗрлӗрен сыпӑк-сыпӑк шухӑшсем вӗҫсе иртрӗҫ. Тарӑхнипе Юргин сӑтӑрса ватса пӗтернӗ хӑях тӗркине шыв лупашкинелле вӑркӑнтарчӗ. — Ҫук, ҫук, сирӗн сутӑҫӑ пулас ӗмӗте эпӗ хирӗҫ тӑрӑпах, — терӗ Воропаев юлашкинчен; асӑрханса тӑчӗ те, ҫывӑрса кайнӑ Танечкӑна чӗркуҫҫи ҫинчен аллине илчӗ. Ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫӗнче пӗр ту икӗ пин те пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшне ҫӗкленсе ларать. Унӑн кӳлепи аякран питне-куҫне кукӑртса пӑрахнӑ упӑтен каҫӑр пуҫӗ пек курӑнса инҫетлӗхре уҫҫӑнах палӑрса тӑрать. Аллинче ун малтан пӑхсан темле тӗлӗнмелле пек туйӑнакан пысӑк шур япала пур, хулпуҫҫийӗ хыҫӗнчен пӑшал кӗпҫи вӑрӑммӑн кӑнтарса тӑрать. — Эх, Федька, Федька! — пӑшӑлтатрӗ Сизов, пуҫне усса. Аялта выртакан Назарка ҫавӑнтах пуҫне васкаса ҫӗклерӗ те:— Шыв ӑсма каяҫҫӗ пуль, — терӗ. Атлантидӑна харӑсах виҫӗ чӗтрев ҫурать те аркатать. Эпӗ лайӑх табак туянтӑм-ха. Алтарь варрине шурӑ тумӗсене хӗрлӗ пӑнчӑсемпе чӑпарлантарнӑ вунӑ мӑчавӑр тухса тӑнӑ. Шубин Берсенев ҫине, Инсаров ҫине пӑхкаласа илчӗ, хӑй скульптор пулнӑ май, вӗсен сӑнӗсене пӗр-пӗринпе танлаштарчӗ. — Пӗлместӗп. Сана та унпала пӗрле кайма сӗнетӗп; эсӗ ватӑ, анчах апла пулни те, вӗсем фортецине тытса илсессӗн, хӑвна мӗн тӑвасса курӑн акӑ. Тахӑшӗ, ҫурма пусӑрӑнчӑк сасӑпа тӑстарса, халлап каласа парать: — Акӑ ха-ай ҫав шуйттан леш салтак патне хӑйӗн чи тӗпчӗк асамӑҫне ярать. — Хӑвна лӑпкӑ тытсан — салтатпӑр!.. — тенӗ такам. Эпӗ ҫынсем пӗр-пӗринпе ҫавӑн пек ҫӑмӑллӑн килӗшсе татӑлнине нихӑҫан та тӗл пулманччӗ. — Авӑ вӑл каять! Мускавалла вӗҫекен самолет ҫинче болгарсен ушкӑнӗ, виҫӗ румын тата, Горева шутланӑ тӑрӑх, пӗр итальянец, анчах чӑннипе илсен, ҫапӑҫу хирӗ пек туйӑнакан тӑвӑллӑ пит-куҫлӑ далматинец ларса пыраҫҫӗ. — Чарӑн! — пӳрте кисретсе кӑшкӑрчӗ леҫник. Икӗ утӑм малалла утрӗ. Пӗтӗмӗшпех юхӑнтаратӑп! Вӑл сан тавра епле явӑнса тӑнине курасчӗ! — НУ, паллах, ку ҫӗршывра жирафсем пулма пултараймаҫҫӗ! — терӗ Гаррис темле тӗлӗннӗ сӑнпа. Окоп стенисенчен тӑпра ишӗлсе анчӗ. Анчах та вӑл кӑна тепӗр салтака ӗнентерсе, рота командирӗ хутне кӗрсе калани илтӗнсех тӑчӗ. Ку вӑл ниме юрӑхсӑр ӗҫ-ҫке-ха! Асту, Давыдов! Корчагин шухӑша кайрӗ. Анчах та арӑмне йӗкӗлтеме кичем пулнӑ, унӑн хӗп-хӗрлӗ сӑнӗ часах куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, куҫҫулӗсем унӑн куҫӗсенчен кӑна мар, питҫӑмартисен хыттӑн туртӑнса ларнӑ тирӗн пур вырӑнӗсенчен те, икӗ хутлӑ ҫемҫешке янахӗнчен те, таҫта хӑлхисем патӗнчен те сӑрхӑнса тухнӑ пек туйӑннӑ. Госпитальте мӗн пирки выртнӑ вара эсир? — Сана договор ҫине кӳртмерӗмӗр, — терӗ вӑл малалла. Бубенчиковсем. Ҫавӑн пирки Павелпа Цветаевӑн кӗтмен ҫӗртен тӗл пулмалла пулчӗ. Пуҫпа пырса ҫапӑнни те, чӗркуҫҫи аманни те ӑна хӑвӑрт вӗлерсе пӑрахас ҫук. Сенӗк илсе пӗр-иккӗ парсан акӑ — хӑвах пӗлӗн! Вӑл Иохим чунӗн пӗр пайӗ, тейӗн, шӑхличрен тухакан сасӑсем шӑпах хӑйӗн ачашланса ӑшӑннӑ кӑкӑрӗнчен тухакан сасӑсемпе пӗр килеҫҫӗ; Лашасем мӗншӗн садра, тата мунча патӗнче салтак мӗншӗн тӑрать? Шурӑ кӗпеллӗ ҫын вӗренне чӗркуҫҫисем ҫинчен илсе ҫӗре пӑрахрӗ те салтак еннелле хуллен кӑна:— Явился еси, с небеси, чорт его унеси! — тесе, ура ҫине тӑчӗ. Пур ҫӗрте те сыснасем пылчӑк ӑшӗнче нӑриклетсе выртаҫҫӗ. — Сирӗн кунта супӑнь тӗлӗшӗпе мӗнле? Гремячий Лог хуторне, уйрӑмах Гремячири хӗрӳпраҫсене тӗлӗнтерекен юлашки хыпар — Дымок вилни пулчӗ. Хуторта та улшӑнусем нумай пулчӗҫ. — Пӗлетӗп. — Манька, эс мӗн пӑхса тӑратӑн? йӑпанасси кайран та пулӗ вӑл! Олеҫҫӑн вара ку тӗлӗшпе те ҫутҫанталӑк панӑ темле сӑпайлӑ йӗркелӗх пурри курӑнсах тӑчӗ. Унтан Соломсон кермен пуҫлӑхӗ тата ӑна пӑхса-астуса тӑракан Ахиссар енне ҫаврӑннӑ та: — Майра-патшана вилӗм аллипе парас теместӗп эпӗ, ан тив, хӑй пӗлнӗ пек пурӑнтӑр та хӑй кӑмӑлне кайнӑ ҫӗрте вилтӗр. Вӑл хӗрелсе кайса пукан ҫине ларчӗ, калаҫма чарӑнчӗ. — Пӗлместӗп, — хӑраса ӳксе калаҫма тытӑнчӗ Женя, — эпӗ мар тетӗп. Кузьмичовпа Христофор атте тата Егорушка кӳмепе тӑварнӑ лашасенчен ӳкекен сулхӑнлӑ вырӑна кӗҫҫе сарчӗҫ те апат ҫиме тытӑнчӗҫ. Морис-мустангер пулсан, мӗншӗн унӑн ҫав еннелле каймалла-ха?» Атте лаша утлансанах эпир тапранса кайрӑмӑр. — Эсир кӗнеке вулама юрататӑр-и? — тесе ыйтрӗ Тоня, урисене ҫӗре чавса лартнӑ ҫаврака сӗтел хушшинче ларнӑ хушӑра. — Эпӗ иртнӗ хӗллех унӑн кӑмӑлне асӑрхарӑм. Ҫулпуҫӗн арӑмӗ те масар ҫинче унпа юнашарах выртмалла. Гленарван каласа пыма пикенчӗ: — «Том Аустина халех тинӗсе тухса, «Дункана…» Ҫак сӑмаха ҫырса пӗтерсен, Паганель ҫӗрте выртакан «Австралипе Ҫӗнӗ Зеланди хаҫачӗн» номерӗ ҫине пӑхса илчӗ. Тата элле! Йӑнӑшрӑм пулас… — Пулма пултарать, — терӗ Дик Сэнд. Исидора Бенитопа юнашарах уҫланкӑна пырса тухрӗ. Шурӑ юр пӗркеннӗ хир талккишӗ кӗмӗл пек йӑлкӑшса выртать, юр пӗрчисем, ҫӑлтӑр пек, йӑл-ял ҫиҫеҫҫӗ. — Лайӑхах шухӑшлӑ. — Вӑйӑ пекех… — ҫирӗплетнӗ тепри. Анчах ҫапах та унӑн чӗринче темӗнле салхулӑх пурри палӑратех, ҫав салхулӑха пула, хӑй яланхи пекех пул-сан та, хӑш чухне сасартӑках тарӑхса кайнӑн курӑнкалать. Ҫак самантра Алексее Метеорологи сержанчӗ калама ҫук тӗлӗнтерчӗ. Юлашкинчен илсен, пӗр Митя кӑна хӑй малтан мӗнле пулнӑ — ҫавӑн пекех юлнӑ, малтанхи пекех ҫӑмха евӗр ҫаврӑнкаланӑ, унталла та кунталла шӳт тунӑ, каҫсерен гитара каласа юрланӑ: Ман арӑм тупӑкра… Иккӗмӗш пӳлӗмӗнче няня йӑшӑлтаткаласа илчӗ, вӑранасшӑн пулчӗ; пӗтӗмпех пӗлсе илсен, мӗн шухӑшлӗ-ха вӑл, терӗм те эпӗ хама хам чӑтма ҫук шеллесе пӑрахрӑм, манӑн куҫҫуль юхса анчӗ, вара ачасене вӑратас мар тесе коридора чӗрне вӗҫҫӗн чупса тухрӑм та хам кабинета пырса кӗтӗм, диван ҫине йӑтӑнса анса, йӗрсе ятӑм. Ҫывӑрса тӑракан ача вӑл ҫулҫӑ кӑларакан чечек ҫеҫки пекех: унӑн таса чӗринчен, чечекрен тухнӑ пекех, ырӑ шӑршӑ сарӑлнӑн туйӑнать. — Ҫунӑк шӑршӑ кӗмест-и? Мана та шыраҫҫӗ халь… Курмасӑр юлнӑ эпӗ ҫак ҫула, пирӗн вунсаккӑрмӗш ҫултах, нимӗҫсене хирӗҫ пӑлханнӑ чухнех пуҫламалла пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра мӑнаккӑшӗ ҫӗнӗ эмел, «ыратнине лӑплантаракан эмел», пурри ҫинчен илтрӗ, ҫавӑнтах вӑл ҫав эмеле шутсӑр нумай ҫырӑнса илчӗ. Малтанах вӑл тӗрӗс ҫулпа пычӗ, унтан, хӑй те асӑрхамасӑр айккинелле пӑрӑнчӗ те, ҫаврӑнса тухмалла мар чӑтлӑхра аташса кайрӗ. Апла пулсан, эпӗ… — Укҫа таврашӗпе? Эпӗ мексиканкӑсем ун пек ҫӳреҫҫӗ тенине илтнӗччӗ. Корчагинсен амӑшӗ ҫӗрле патруль пынипе ҫав тери хӑраса ӳкнӗ. Ир уҫӑ та илемлӗ. Кашни ҫыншӑнах хӑйӗн ӗҫӗ хаклӑ… вӑл тесен вара — ҫылӑхсен фабриканчӗ… Хӗр ыйхӑллӑн кулать те, тутине хускаткаласа, каллех выртать… Хӑй мастерскойра пысӑк вырӑнта тӑрать пулин те, вӑл ыттисенчен сахалтарах мӑнаҫлӑ, вӗренекенсемпе — манпа та, Павӑлпа та кӑмӑллӑ; пире мастерствона вӗрентме тӑрӑшать — унсӑр пуҫне ҫав ӗҫпе урӑх никам та аппаланса хӑтланмасть. Пысӑк та яштака пӳ, вӗтӗ утӑмсемпе хӑйне манер утни, хулпуҫҫисене сиктеркелес йӑла, яланах йӑл-йӑл кулакан пӗчӗк куҫсем, пысӑк курпун сӑмса, темӗнле майсӑррӑн, ҫапах тӑпӑл-тӑпӑл хупӑнакан тӗрӗсех мар тутасем, калаҫӑвӗнчи ҫитменлӗх — пӑшӑлтатарах калаҫасси, ҫап-ҫутӑ кукша пуҫ — акӑ ман аттен сӑнӗ-пичӗ эп астӑвасса, — ҫак сӑн-питпе ӗнтӗ вӑл ырӑ ят сарма тата телейлӗ этем вырӑнӗнче шутланма кӑна мар, пурне те пӗр сиктермесӗр (мӗнпур сийсенчи кирек мӗнле ятпа-пурлӑхпа пурӑнакан ҫынсене), уйрӑмах хӑй юрама шутланисене, килӗшме те пӗлнӗ. Унта налогне те пуҫтар, ытти ӗҫсене те ту. Туршӑн та, тепӗр ик ҫултан вӑл пире пурне те мӑйкӑчлать, пурте ун патӗнче кӗрӗшсе ӗҫлекенсем пулса тӑратпӑр. Йӗпеннипе кӑтраланса ларнӑ лаша утса кӑна пынӑ. Чӗрне вӗҫҫӗн! Унӑн пӗр шухӑш: тӑван ҫӗршывне ирӗке кӑларасси. Анчах та унӑн сӑмахӗсем амӑшӗн чӗрине ҫитмерӗҫ, ӑна кансӗрлемерӗҫ. Халӑх ушкӑнӗн кӑмӑл-шухӑшӗсем пачах улшӑнса кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах стена тӑрринче сасартӑк хура пуҫ курӑнчӗ, кӗлетке ӳссе тухрӗ, вӑл стена урлӑ йӑванса каҫса ун тӑрӑх шуса анчӗ. Пулемётсем пит нумай, автоматсем… Леш хайхи кӗленчисем тата… Пӗлетӗн-и, халь вӗсем Вазуза патӗнче ҫапӑҫнӑ чухнехи пек мар, сӗрсе тивертмесӗрех ывӑтма пулать. «Турра аса илӗр, Иван Никифорович та Иван Иванович!! Чӗререн калӑр-ха, мӗн пирки хирӗҫсе кайнӑ эсир? Ниме тӑман сӑмахшӑн мар-и? Чӗнсенчен ҫирӗп тытӑр! — тесе хушать вӑл пире. Тӑвӑллӑ Океан!.. Апат хыҫҫӑн эпӗ сада тухрӑм, анчах пӑшал илмерӗм. Нӳрлӗ чӑмӑр майӗпен-майӗпен ҫаврӑнать-куҫать. Хӑй тунӑ ӗҫре вӑл нимле паттӑрлӑх та курмасть, ҫавӑнпа ун вырӑнӗнче кашни юлташах ҫапла тунӑ пулӗччӗ тесе ҫирӗплетрӗ. Картишӗнче темиҫе минут хушши шухӑша кайса тӑчӗ, унтан темле уҫӑ мар шухӑш ертнипе сарай еннелле утрӗ. Вӑл ӑс парса ҫитерме те ӗлкӗрейменччӗ, унӑн карчӑкӗ пӗр самант хушшинчех тӗлӗнмелле улшӑнса кайрӗ: вӑл кравать ҫинчен ваштах сиксе тӑчӗ те тем тума та хатӗр пулнӑн, аллисемпе пилӗкне тытрӗ. Ольга аллипе сулчӗ те Женьӑна шырама чупрӗ. Эпӗ пӗтӗмпех Ҫӗр ҫийӗнчи япаласем ҫинчен аса илетӗп, ҫӗр ҫинчен манӑн нихҫан та пӑрахса каймалла марччӗ тетӗп эпӗ хама. Ҫавӑн пирки кашни ҫул ҫапӑҫатпӑр, — тесе тӑраҫҫӗ лешсем. — Кунта индеецсем пулнӑ пулсан, эпир икӗ лаша йӗрӗ мар, хӗрӗх лаша йӗрӗ тупаттӑмӑр. Эс кунта юлатӑн, Егор! — йӑмӑкӗн ывӑлне каларӗ хальхинче. Каюта чӳречине уҫса янӑ. Лаша кӳлнӗ вӑхӑтра халап Ваҫили Андрейч килсе кӗнӗ чух чарӑнса тӑнӑ япала ҫине ҫитнӗ. Ҫил тинӗс енчен вӗрет. Эпӗ атте манпа ытти чухнехи пек ҫывӑх юлташла калаҫма тытӑнмӗ-ши тесе кӗтрӗм… — Нимӗнле хатӗрленни те кирлӗ мар, сержант. Вӑл пӗчӗк ача мар ӗнтӗ, эхер каяс кӑмӑлӗ пулсан, сирӗнсӗрех, пӗчченех кайма пултарать. — Ҫапла, ҫапла, питӗ аван куратӑп, — терӗ ӑна хирӗҫ Паганель. Тоня, пуҫне ҫӗклесе, туратсене аллисемпе сиркелесе, аялалла пӑхать: кӳлӗ хӗрринчен варринелле, шывра вӑйлӑн ыткӑна-ыткӑна, авкаланса, хӗвелне пиҫнӗ ҫын ишет, Тоня шыва кӗрекен ҫыннӑн тӗксӗм ҫурӑмӗпе хура пуҫне ҫеҫ курать. — Ну, юрӗ апла-тӑк. Сталинградри тата — туршӑн та, каласан ӗненмӗр — сӑвӑпа ҫаптарчӗ! Эпир ҫул ҫине тӑхӑннӑ тумтирсене хывса хунӑ хыҫҫӑн, хуҫа пире кухняна кӗме чӗнчӗ. Шартлама сивӗре те ҫав кухняна ҫеҫ хутнӑ. — Мӗнле тытас-ха ӑна? Пире кунта та лайӑх… — Нумай-и? Анчах пӗлӗт горизонта ҫитиех тӑсӑлаймасть: хӗвелтухӑҫӗнче, хуралса тӑракан тинӗспе тӳпене карса илнӗ пӗлӗтсем хушшинче, шурӑмпуҫӑн шупкарах ҫути, ҫӗнӗ кун пуҫламӑшӗ, палӑрать; хӗвеланӑҫӗнче вара тин ҫеҫ аннӑ уйӑхӑн тӗксӗм ҫути те курӑнать. Ҫук, ӗлӗкхи — маттур та тӳрӗ пӳ-силлӗ — Макар Нагульнов мар пырать халӗ шурӑмпуҫ умӗнхи кӑвак ӗнтрӗкпе витӗннӗ Шырланпуҫ тӑкӑрлӑкӗсемпе… Кузьмин куҫӗсене хӗсрӗ, сайра сухалне силлекелесе ҫурма сасӑпа чӗнчӗ: — Хӗрхенетӗп ӑна. — Язычниксен юрри, — терӗ пуп, унтан сӗтел патне пырса ларчӗ те айӑплӑн кулса илчӗ. Ытах та вӑл ухмах маррине шута илсен, тен, ахӑрнех, нихҫан та лекмӗ… Вара ӗмӗрӗ тӑршшӗпех санпа та, манпа та закон сакки умӗнче пӗр танлӑ пулса, аванах пурӑнса ирттерӗ. Ҫапах та эпӗ ӑна ытлах юратса каймастӑп — кутӑнрахскер вӑл. Куна тӳрлетме ҫук, ку вӑл виличченех ҫапла пулмалла. Тупӑк хыҫҫӑн уйрӑм ҫынсем пӗчӗк минтерсемпе унӑн орденӗсене ҫӗклесе пынӑ — пӗрре, иккӗ, пилӗк, саккӑр. — Шарлас марччӗ Николайӑн! — хуллен пӑшӑлтатса каларӗ амӑшӗ Павела. Маориецсем час-часах хӑйсен вилнӗ ҫулпуҫӗсен пуҫӗсене те ҫапла туса хураҫҫӗ. — Мӗнле ҫын вӑл? — Итлӗр-ха, нумайранпа-и эсир кунта? — ыйтрӗ те Ромашов хӗрлӗ кофтӑллӑ хӗрарӑмран, алли лаппипе вӑрӑлла, хӑй те сисмен пек пулса, унӑн ӑшӑ, ҫирӗп ури ҫине хучӗ. Сӑнӗ те унӑнни пекех шуранка, куҫ-шӑрҫисем те унӑнни пекех таса та хускавсӑр, куҫхаршийӗсене те вӑл, темрен хӑранӑ кӑпшанкӑ мӑйракисене вылянтарнӑ пек, кашни уйрӑм сасса илтмессеренех шиклӗн хускантарса илет… — Сан аҫу виолончель калама та пӗлет-и вара? Ҫав чулсем хыҫне вӑл пытанчӗ те. «Макари» начар пырать пулсан та малалла ишет вӗт. — Епле-ха эсӗр тӳсме пултараймастӑр? — Мана та унта пулса курма тӳр килчӗ. Вӗресе тӑракан ҫав тапхӑрта революци ӗҫне священник чи ырӑ кӑмӑлпа е чи усал шухӑшпа кӑна хутшӑнса хастарлӑ туса пыма пултарать; вӑл ҫын вара е чи ирсӗр, е ытла та тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулмалла. — Ман шутпа, вӑл хӑйне хӑй юратса, киленсе пурӑнакан ҫамрӑк ҫын, — тесе мӑкӑртатса илчӗ Кольхаун. Ҫынсен кунта костюмӗсем те тӗрлӗ, ӳт-тир тӗсӗ те пӗр пек мар. Тата темиҫе хутчен тапӑл-тапӑл иртрӗҫ-ха ротӑсем корпус командирӗ умӗпе: малтан утса, унтан чупса, кайран — пухӑнчӑк колоннӑна, пӑшалсене ал вӗҫҫӗн умра тытса. Кусемсӗр пуҫне тата унӑн хулпуҫҫийӗ ҫинче капитан Флинт ларать, пӗр чарӑнмасӑр тата пӗр ҫыхӑнтармасӑр тинӗс ҫыннисен тӗрлӗрен сӑмахӗсене каласа пырать. Козельцов хӑйне вӗлерессине кӗтсех тӑнӑ, ҫав шухӑш ӑна паттӑрлатнӑ та. Кит тытасси вӑл вӑхӑтрах ӗнтӗ ҫӑмӑл ӗҫ пулман. Падре, эпир — пурнӑҫпа ҫамрӑклӑх, эпир — ӗмӗрхи ҫуркунне, эпир — этемлӗх пуласлӑхӗ. — Вӑйсен парачӗ, — ответ пачӗ тухтӑр. Базаров вара кусене ҫиме пачах кӑмӑл тумарӗ, вӑл ҫавӑнтах сигара туртса ячӗ. Чӑнах та ӗнтӗ, ӑшра темӗнле пушӑ вырӑн пулса юлнӑ пек пулчӗ, анчах ҫав пушӑ вырӑна унӑн, пысӑк та ним лартса тухман пӳлӗме тултарнӑ пек, мӗнпе те пулин халех тултарса лартас килет. Куҫӗсене чарса пӑрахса, нумайччен пӑхса тӑчӗ ун ҫине Рита, анчах лешӗ унӑн аллисене ӑшшӑн тытса, чӗтрекен сасӑпа хуллен: «Рита» тенӗ хыҫҫӑн, вӑл ӑнланчӗ, — ку, никам та мар, Павел Корчагин. Синопа пуринчен ытларах выляса илнӗ. Юлашкинчен, вӑл кӑлтӑрпипе пур ачасенчен те лайӑхрах выляма пултарасса ӗненнӗ. Халь мӗнле пурӑнас-ха ӗнтӗ манӑн? — терӗ. Вӑл мана, пурин умӗнче те намӑслантарас тесе, столовӑйне юри улталаса илсе кӗнине эпӗ каярахпа кӑна ӑнланса илтӗм. Эсир мӗн кулатӑр ҫак? Ҫавӑнта, кӗтесре, ешӗл ҫулҫӑсем ӑшӗнче ларса, вӑл пӗр вӑхӑтрах чечек тӗслӗ те, турӑш пек те курӑннӑ. Вӑл кимӗ ҫине кӗриччен тата майланса лариччен нумай култарчӗ. Ҫу шутарса ларт-ха. Дунай айлӑмӗпе вӑл, ҫав вырӑна хӑйӗн геройӗсене вырнаҫтарма тӑрӑшакан романист пек, хӑй шухӑшӗпе миҫе хутчен утса тухнӑ пулӗ. Ӗҫ кунпах пӗтмерӗ-ха: яра кунӗпех вӑл ман хваттер умӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, юрлассипе сиккелесси пӗр минутлӑха та чарӑнмарӗ унӑн. — Анчах та вӑл — вӑлах-ҫке-ха. Катя куҫса ларать, аллине манран туртса илет. Икӗ минутран ытла та иртмерӗ, ҫав вӑхӑт та пулин уншӑн сехет иртнӗн туйӑнчӗ. Анчах ак Драко виллине сӗтӗрсе кӑларчӗҫ ӗнтӗ, хӑйне сӗтӗрнӗ май пуҫӗ урай тӑрӑх шаклатса пычӗ. Кайса тытӑнса пӑхам, эсир мана пӗр-икӗ сехет кӗтӗр кунта. Манӑн, тав турра, вӑй пур-ха: Акӑ эпир кам кама часрах пылчӑк ӑшне чикнине курӑпӑр». — Ҫакна тума йывӑр мар, — терӗ Берсенев паҫӑрхи пекех ун ҫине пӑхмасӑр. Вара вӑл Фомана алӑран тытса, пӗчӗк ачана кӑмӑл тунӑ пек, чӗрҫи ҫине лартнӑ та, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне ҫирӗппӗн чӑмӑртанӑ, унтан, пӗшкӗнсе, вери тутисемпе унӑн тутисем ҫумне чылайччен ҫыпҫӑнса тӑнӑ. Ыттисем пурте кимӗсем патне, вӗсене пӑхса ҫула хатӗрлеме, чупрӗҫ. Тӑвӑл чарӑнмасть. — Ҫапла эппин, саламлатӑп, капитан! Ҫавна май сутӑҫӑ-хӗрарӑм пекех питӗ ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрать: — Чип!.. чип! чип! Хутран-ситрен унӑн шанчӑк пекки, хӑюсӑр та именчӗксӗр, киле-киле кайнӑ: — Тен, ку — элек анчах пуль… — тенӗ вӑл, иккӗленсе. Акӑ мана Аня Ильина самолет килни ҫинчен телефонпа пӗлтерчӗ. Часах акӑ Берд слободинчи вут ҫутисем йӑлкӑшма пуҫларӗҫ. Ӑс-тӑнӑм тӗлӗшӗнчен эпӗ ехусенчен маларах тӑратӑп пулин те, мана вӑл, хӑй сӑнанӑ тӑрӑх, ехусемпе пӗр евӗрлех тесе шутлани ҫинчен каласа панӑ. Палуба ҫинче пӗр чун та ҫук. Вӗсем граждансен пӗртан прависем ҫинчен калаҫҫӗ, анчах ҫавӑнтах — ку хӗрарӑмсене тивмест, е вӗсене кӑшт ҫеҫ тивет, тесе сӑмах тӗртсе хураҫҫӗ. — Ну, Фома… — Анчах та служба ӗҫне туса пыма пултаратӑр-и? — Ҫук, унӑн анса кайма кирлӗ мар. Ҫак мӗнпур кайӑксен тӗнчи ырӑ канлӗхне хавхаланать, кунти ҫынсене вӑрҫӑ хӑваласа янӑ хыҫҫӑн вӗсем нимрен хӑрасси те ҫук. Ҫак тӗрлӗ-мерлӗ ӗҫсенчен Уэлдон миссис Алвиш факторийӗнчи хӗрарӑмсем тӑвакан ӗҫсене ҫеҫ курчӗ. Унӑн, хӗрӗх тӑватӑ ҫулти ҫыннӑн, агрономӑн, кил хуҫин куҫҫульсем юхса анчӗҫ, сӑлтавсӑр куҫҫульсем; ку виолончельрен ҫӗр хут начартарах. Павел Петрович аллисемпе сулса илчӗ. Тӳремлӗх лутра ҫемҫе сӑртлӑхалла куҫать. Ун хыҫӗнче решеткеллӗ башньӑсен кӑвакрах ӗлкисем курӑнаҫҫӗ. — Калӑпӑр, ку ӑнлантарса пани, тейӗпӗр. Ҫак вӑхӑтра Нагасакине салтаксен отрячӗ каймалла пулнӑ. Эх, унӑн витӗр куҫӗ! Ҫавӑнпа та эпӗ ҫакӑн пек япалапа усӑ курма пултараймастӑп, кунта сахалтан та хӑваласа кӗртекенсем пӗр ҫирӗм ҫын кирлӗ. Эпӗ нимӗн шухӑшламасӑр, ҫумӑр тумламӗсем чӳрече куҫӗсем тӑрӑх малтан ерипен, унтан хӑвӑртран та хӑвӑрт юхса аннине вӑрахчен пӑхса тӑтӑм. Ҫырӑва тӑрӑшса кӑранташпа питех те лайӑх, тирпейлӗ ҫырнӑ, анчах тарпа нӳрленнӗ пирки, ӑна вулама йывӑр пулчӗ. Ҫыран хӗрринче темиҫе ҫӳҫе йывӑҫҫи пур, анчах вӗсен мӗлкийӗ ҫӗр ҫине мар, шыв ҫине ӳксе хараммӑн ҫухалать, лав айӗнчи сулхӑнра вара пӑчӑ та кичем. Пире Василиса Егоровна кӗтсе илчӗ. — Мӗн эсӗ? — ачашшӑн ыйтрӗ ашшӗ. Хапха умне чарӑнса, урама тарӑх пӑхрӑм — унтан Катя килмеллеччӗ. Софья, шуралса кайса, арҫынсем ҫинчен куҫ илмесӗр, нимӗн чӗнмесӗр ларчӗ. Павел аллине ҫӗклерӗ, темскер каласшӑн пулчӗ, анчах амӑшӗ ӑна тепӗр аллинчен тытрӗ те аялалла туртса пӑшӑлтатса илчӗ: — Ан кансӗрле ӑна… Тыткӑна лекнӗ нимӗҫсем ҫитсе тӑчӗҫ. «Ну, — терӗм, — урама татнӑ иккен». — Тепӗр чухне, пушӑ вӑхӑт пулсан, килетпӗр! Ҫак хусканусене марсиансем тӗлӗнсе сӑнаҫҫӗ. Сирӗн юратнӑ Шелли мӗн каланине астуса илер-ха: «Мӗн пулса иртни — вилӗмӗн, малашне пуласси — манӑн». — Ҫук, пачах лайӑх мар. Аҫа йытти пулман пулсан, Титок манӑн аллӑмран чӗррӗнех вӗҫерӗнес ҫукчӗ, сӑхсӑхатӑп! Эпӗ — тем тума хатӗр ҫын! Нагульнов, шӑл ыратнӑ чухнехи пек, питне-куҫне пӗркелентерсе, Давыдова ҫапла каларӗ: — Ҫырса пар-ха ҫавна хӑвӑртрах, ан тив тасалтӑр. — Ыйтусем парӑр мана, — терӗм эпӗ. Ровоама хаджи инкепе эпир Юрдан пиччӗшӗ патӗнчех паллашнӑччӗ-ха, вӑл тесен, чӑн-чӑн элек ӑсти, хулари кирек мӗнле вӑрттӑн хыпара та чи малтан шӑршласа тупать. Таврара халь пӗтӗмпех темле йывӑр, кирлӗ мар пулнӑ: ҫынсем, вӗсен сӑмахӗсем, уйӑх ҫутинче бронза пек ҫутӑлса тӑракан сар лаша, ним чӗнмесӗр хуйхӑракан йытӑ. — Хӑҫан тухса каятпӑр? Шавлӑ ача-пӑча ушкӑнӗпе пӗрле Ерофей Чебаков килӗ патнелле васкамасӑр утнӑ май, Разметнов унта хӑйне питӗ аван мар япала кӗтме пултарасси ҫинчен шухӑшламарӗ те. Кичем! Ҫав ӗҫе вӑл шифр ҫыраканӑн ӗҫӗ пекех йывӑр тесе шутланӑ, чаплӑ хӗрарӑм ячӗ шпионсем йӗрлессисене пӑрса ямашкӑн питех те паха пулнине пӗлсе, мода журналӗсене, шифр паллисене вӗреннӗ пекех, тӑрӑшса вӗреннӗ. Пирӗн вӗресе тӑракан пурнӑҫра икӗ ҫул — чылай вӑхӑт, тусӑм. — Итлетӗп, пане полковник, — терӗ старшой, алличе картуз сӑмси патне тытса. Вӑл суд тумасан, кам тутӑр-ха. Малалла вӑл пухури чӗрчунсене эпӗ ӑна хамӑн ҫӗршывпа ытти ҫӗршывсенче ехусем ӑс-тӑнлӑ чӗрчунсем пулни ҫинчен, вӗсем пуҫпулса гуигнгнмсене тарҫӑра тытса пурӑнни ҫинчен ӗнентерме тӑрӑшнӑ пирки те каласа панӑ. Esta Vuestrа mexicano! — Ҫапла, ҫапла! — терӗ хуҫи, айӑпа кӗнӗ пек. Замока тул енче тапӑнма хатӗрленнӗ вӑхӑтра шалта хӳтӗленме хатӗрленчӗҫ. Анчах унпа эпӗ мӗн чухлӗ ӑшшӑн калаҫаттӑм, мана ҫавӑн чухлӗ йывӑрччӗ. — Эпӗ сире кунтан хӑваласа яма шутламан. Хӗрарӑм ӗнтӗ халь ӑна пӗчӗкҫеҫҫӗн анчах, ача пек хӳтлевсӗррӗн курӑннӑ. Хушӑкран та пулин ҫутӑ курӑнмасть, кунта пӗр чӗрӗ чун ҫук тейӗн. Ҫакӑнта вара Алексей, ку машинӑна тытса пынӑ чух, протезсем юрӑхлӑ маррине, вӗсем темле лайӑх пулсан та, вӗсемпе темӗн чухлӗ тренировка тусан та, вӗсем чӑн-чӑн урасем пек пулас ҫуккине ӑнланса илчӗ. — Телейлӗ, мӗскӗн кӑмӑллисем телейлӗ… мӗншӗн тесен… вӗсен… Шухӑш-кӑмӑлӗ урӑхларах пулнӑ пулсассӑн, Санин, тен, урӑхла калӗччӗ пуль: Мария Николаевна Полозова, Колышкинсен йӑхӗнчен, питӗ аван хӗрарӑм пулнӑ. Пӑхма аван пурӑннипе кӑна та мар, хӑйӗн ытармалла мар ывӑлне пула, вӑл ялти ҫынсем умӗнче ыр сумлӑ ятпа пурӑннӑ. Арина Власьевна ҫав тери хыпаланса ӳкрӗ, пӳртре чупкаласа ҫӳремех тытӑнчӗ, Василий Иванович ӑна «хир пӑчӑрӗн амипе» те танлаштарчӗ; кӗске кофтӑн татӑк хӳри ӑна чӑнах та кайӑк майлӑ кӑтартнӑ. — «Пфе! Шкунӑна бандитсен аллинчен туртса илнӗ, халӗ тесен халех ун ҫине ларса океана тухса кайма пултаратпӑр. Амӑшӗ унпа юнашар йывӑррӑн ларчӗ те, темле пысӑк хыпар илтессе кӗтсе, кӗлеткине тӳрлетрӗ, итлеме хатӗрленчӗ. Мана ним те пулман. — Урам леш енӗпе пырать. Пан улми ҫиет. Настасья Петровна ассӑн сывласа ячӗ те куҫҫуллӗ куҫӗпе турӑшсем ҫине пӑхрӗ. Тимошка ухмах мар, вӑл хуторта пурӑнас ҫук, районтан пӗр-пӗр гепеушник килсенех, вӑл ҫакна ҫийӗнчех пӗлет те унтан тухса тарать. Пуян класс хӗрарӑмӗсене пурне те ҫапла пӑхса-вӗрентсе ӳстереҫҫӗ, урӑхла пулма та пултараймасть. Ҫавӑнпа та… ҫавӑнпа та ҫакӑн пек калаҫма кирлӗ мар… Вӗсем мана ыр канаш пачӗҫ, эпӗ вара ҫыран тӑрӑх ҫак ҫӗршыв варринелле кайрӑм. Анчах эрешмен хурт-кӑпшанкӑ шутне кӗмест, ун вырӑнӗ эрешмен йышшисем хушшинче, ҫавӑнпа Бенедикт пиччене вӑл ним чухлӗ те илӗртмерӗ. Пирӗн энтомолог эрешменрен йӗрӗнчӗклӗн пӑрӑнчӗ. Вӑл бейпе туслӑ пурӑннине пурте пӗлеҫҫӗ, вӑл тӗрӗксемпе килӗштерсе ҫыхӑнать, халь ӗнтӗ мӗн шухӑшлать-ши вӑл, тесе пӑхрӗҫ ун еннелле. Юн ӗҫме пикенекен тискер кайӑка вӗлересех пулать. Ҫапла тусан ҫеҫ, кашни тӗме ҫине шанӑҫсӑр пӑхмасӑр, канлӗ ӗҫ тума пулать. Ячӗ кӑна — ӗҫ, ытах та шаларах, тӗпӗ-тымарӗ патнерех пӑхсан — ӗҫ мар, ӑҫтиҫук анчах! — Ытлашши ӑслӑн калаҫса ан тӑр, халех илсе килнӗ пултӑр кунта тӑлӑпа, — терӗм эпӗ. — Ну, тӗрӗс… Тыт!.. Мӗнле ӑҫтиҫук! Коле пиччӳ килессе Эс кӗтместне, Калина, Коле пиччӳ килӗ сан, Парнесемпе пуйтарӗ. Вара Ерофей Кузьмичӑн пуяс ӗмӗчӗ ҫӗнӗрен, тата вӑйлӑраххӑн ҫӗкленсе кайнӑ. Тепӗр минутран эпир аяла антӑмӑр. Ҫурта пушӑ арча патнех тӑрса юлчӗ. Эпӗ алӑка уҫрӑм та, иксӗмӗр те ҫул ҫине тухрӑмӑр. Сехет ытла иртрӗ пулӗ — сасартӑк Гриша: Акӑ Покровски сали! — тесе кӑшкӑрса янипе вӑл вӑранса кайрӗ. Ҫаксене Ромашов пӗтӗмпех пӗр самант, шухӑш пек, питӗ кӗске самант хушшинчех курса ӑнланчӗ, курчӗ вӑл ҫаплах строй хыҫӗнчен ҫирӗм утӑмсене майлӑрахра, шӑп та шай генерал куҫӗ умӗнче, Хлебников салтак пӗр-пӗчченӗн мӗнлерех лӗпӗстетнине те. Вӑл пуҫне ҫӗклесен хӑй пӗччен юлнине курчӗ. Разметнов тепӗр кунне Марина патӗнчен хӑйӗн япалисене, пӑшалне, патронташне, хучӗсене пуҫтарса тухрӗ те килне кайса хучӗ. Паспорту ӑҫта санӑн? Вӗсем шӑппӑн калаҫнине илтсен, ман чӗре сайрарах та тата хытӑрах тапма тытӑнать: — Ладога ҫинче пулнӑ-и? — Ку шыв, ахӑрнех, Атӑлтан та илемлӗрех пулӗ, — аран-аран сӑмах тупнӑ Фома. Ҫавӑн пек пулчӗ пулсассӑн, Шопенгауэрсемпе Гартмансем, вӗсем ҫеҫ мар — мӗнпур буддистсем калани те тӗрӗсех вӗт. Чӗлӗме туртса пӗтерсен, Шурӑ Кашкӑр йӑл кулса янӑ та, кӑмӑллӑн пулса хӑйӗн пӗчӗк аллисене шӑлса илнӗ. Молочной ятлӑ юханшывӑн ҫыранӗсем хӗл каҫма юрӑхсӑр вырӑн пулнӑ, мӗншӗн тесен кунта хӗллене валли вут-шанкӑ хатӗрлеме хӗн пулнӑ. Трамвай ҫинче ӗҫлекенсем ӑна ҫине тӑрсах пулӑшнӑ. — Мӗн терӗр-ха эсир? — терӗм эпӗ хама хам чарса тӑрса. Огняновӑн хӑй сӑмахӗ ҫине тӑрас кӑмӑлне, пӗлекен Марин ӑна тытса чарма шутламарӗ те. (Вӑл вӑхӑтра ҫынсем пурте, кукамайран пуҫласа лавҫӑ Филипп таранах хама курайманнине, ман асапсем вӗсене савӑнтарнине ҫирӗппӗн ӗненеттӗм). Вӑл хӑйӗн кавалерне, драгун капитанне, ҫапла калать:— Ҫав Лиговская княжна тӳсме ҫук ирсӗр хӗрача! Тепӗр чухне ӑна канма кӗртнӗ, хӑш-пӗр чухне хӑваласа янӑ. Ҫӗр каҫма кӗртмесен, вӑл ҫывӑрма вӑрманалла кайнӑ. Кур-ха, мӗнле хуҫалӑх пирӗн, — Нагульнов йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе чӗрӗ турпас шӑрши кӗрекен сырӑшсем умӗнче йӗркипе тӑрса тухнӑ вӑкӑрсен вӑрӑм ӗречӗ ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Мӗншӗн кунта Мунчо хӑйне ытла ирӗк тыткалать? Пирӗн комиссар пӗр япалашӑн ҫеҫ айӑплӑччӗ — пӗр-пӗр пысӑк яла е казаксен станицине йышӑнсан, вӑл япала пуҫтарма тытӑнатчӗ… Кӗтмен япала илтнипе, Давыдов Нестеренко енне питӗ хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те ҫилсем ҫинипе чӑнкӑланса юлнӑ сӑвӑр тӗмӗ ҫинчен чутах йӑванса кайса ӳкмерӗ. Кама хирӗҫ тӑма чӗнеҫҫӗ вӗсем? Карап ҫинчи пӳлӗмсене уҫӑлтарма пур люксене те уҫрӗҫ. Христофор атте алӑк еннелле шиклӗн пӑхса илчӗ те пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ: — Иван Иваныч пулӑшать. — Тӗрӗсех ку, Олеся. Ҫапла тунипе председатель Буриш хӑй нихӑҫан та йӑнӑш туман судья иккенне кӑтартса парать, мухтава тухать, судья тени пӗр ҫакна кӑна ӑмсанма пултарать те ӗнтӗ. Ҫав кашкӑрсене пулах кӑҫалхи хӗл хире тухса курма ҫук-ҫке. Йӗкӗтсем хӗрсен ушкӑнӗ хыҫҫӑн утаҫҫӗ, ҫав хӗрсем хушшинче ӗнтӗ тимӗрҫӗ Оксана сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Ку темӗн суять тетӗп хам ӑшра. Ҫуллахи ӑшӑ каҫхине юханшыв хӗрринче вӑлтапа пулӑ тытса ларнӑ май е ҫеҫенхирти пӗчӗк сӑртра пӗччен выртнӑ чухне тӳпене сӑнама пит аван. — Митрий Андреич! Каҫпа Дженни патне лайӑх тумланнӑ, ҫӳҫне тирпейлӗн якатнӑ, чипер те ҫамрӑк пикесем килчӗҫ. Городцов ҫамкине кӑмӑлсӑррӑн пӗркелентерсе итлет. Монтанелли портречӗ ӗлӗкхи пекех сӗтел ҫинче выртать, хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос сӑнӗ турӑш кӗтессинче тӑрать. Йӗнер ҫинче ларса пыракан Митька пуҫне ун еннелле ҫавӑрчӗ, Макар ҫине нимӗн пулман пек, ют ҫын ҫине, палламан ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те малалла юрттарса кайрӗ. Огнянов шухӑша кайрӗ; кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Радӑна пӑхса илчӗ те ҫапла каласа хучӗ: — Итле, Рада, пӗрне-пӗри паллатпӑр тетпӗр те, ҫапах пӗр-пӗрне пӗлсех каймастпӑр ҫав-ха, тӳррипе каласан, эсӗ мана пӗлместӗн… Хӑй кӑкӑрӗ ҫинче тахӑшин ҫара урине хыпашласа тупсан, вӑл питӗ хытӑ кӳренчӗ: «Вӑт мӗнле ашкӑнса ҫывӑрать, паккӑҫ! Юлташсем, пӗр харӑс ӗҫӗр, пуринчен малтан православиллӗ таса тӗншӗн ӗҫӗр. — Юрӗ, ӑҫта вара? Старик те ун ҫине тинкеререх пӑхрӗ. — Хатӗр-хӗтӗрӗ лайӑхскер, ма ахаль сая ярас… — Ха, тупрӑн калаҫмалли! — тесе хирӗҫлерӗ офицер. — Ун пек правасене вӗсем хӑйсене-хӑйсемех панӑ, хӑйсемех илнӗ. Пӑван Джемма сӑмахне итлерӗ. Вӑл гувернер е ачасен ырӑ ашшӗ евӗрлӗ: ку ҫын, хӑйӗн ачисемпе хӗпӗртекенскер, ӗҫсе-ҫисе хавасланса кайнӑ та ачисене те йӑпатасшӑн, ҫакӑнпа пӗрлех вӑрттӑн-хӗрттӗн хӑтланмасӑр та чиперех савӑнма пулнине кӑтартса парасшӑн, теме пулать; апла пулин те, ҫак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ савӑклӑх маншӑн та, ыттисемшӗн те илӗртӳллӗ, ҫакна та шута илес пулать-и пире кашнинех ҫуршар бутылкӑна яхӑн шампански тивнӗ. Ӗҫне тунӑ, ӑна пӑсма кирлӗ мар ӗнтӗ, ӑна ман патӑмрах хӑварӑр, шпагӑна хӑвӑр патӑра илсе кайӑр… Анчах та Хӗвел Ҫӗртен 330 пин хут кӑна йывӑртарах, мӗншӗн тесен Хӗвелӗн плотнӑҫӗ Ҫӗрӗннинчен тӑватӑ хут пӗчӗкрех. Айртон ӳкӗте кӗнӗ пек пулчӗ, вара урӑх тавлашса та тӑмарӗ. — Ун пек пуласса ан кӗт, белячок! Ача чухне эпӗ испанкӑпа чирлесе хӗн курнӑччӗ, плевритпа та аптранӑччӗ, апла пулин те, ӳпкем питӗ лайӑх ӗҫлетчӗ-ха. — Ҫырлахсам, Евгений, манӑн флигель те калама ҫук лайӑх пӳлӗм: вӗсене унта питӗ аван пулать. ССР Союзӗнче пӗр парти, Коммунистсен парти валли кӑна никӗс пур. Ман сӑвӑсем-и!.. Кур-ха, вӗсене такам таптанӑ! Капитан хуллен приказсем парса тӑчӗ. Артур майпен утса кайрӗ те кровать хӗррине ларчӗ. Ҫавна пула манӑн пӗтӗм ӗҫе хӑвӑртрах тӑвас килчӗ, харпӑрлӑх тытакансене — вак-тӗвек буржуйсене — хытӑрах пӑркӑчлас килчӗ. Ун пек тунипе тӗнчери капитализма аркатса тӑкассине пӗр утӑм та пулин ҫывхартнӑ пулӑттӑмӑр! Вӑл мӗн те пулин тума шутлать пулсан, — кӗтсех тӑрӑр, — вӑл сан тинкӳне кӑларать те хӑй мӗн шутланине тӑватех! Ылтӑн хӗвел ҫуттинче тискер прерире тӗл пулман япаласем курӑнса каяҫҫӗ. — Аттепе анне Большанскисем патне менелнике каяҫҫӗ. Килте эпӗ пӗчченех юлатӑп. Ҫӳреве кайнӑ чух эпӗ яланах нумай кӗнеке илсе хатӗрлеттӗм те, пушӑ вӑхӑтра пӗрмаях чи лайӑх писательсен, авалхисемпе хальхисен, кӗнекисене вулаттӑм, тӗрлӗ ҫӗршывсенче ҫыран хӗррине тухсан, унти халӑхсен ӑс-хакӑлӗпе йӑлисене сӑнаттӑм, вӗсен чӗлхисене вӗренеттӗм. Хамӑн тӑн лайӑх пирки ют чӗлхесене вӗренме мана пит те ҫӑмӑлччӗ. ________ Самолет пуласса виҫӗ эрне кӗтрӗм. Мӗн пулса иртнине тин ӑнланма тытӑнтӑм. Унӑн ури лаппине татса илнӗ, анчах ҫамрӑк офицер ҫартан кайма килӗшмен. Вудли Пойндекстер хӑйӗн хӗрӗшӗн власть мӗлкийӗ ҫеҫ пулнине пит лайӑх пӗлсе тӑнӑ. — Мӗнле унта? хӗрӳ-и? Ҫулҫӳревҫӗсем мӗнпур апат-ҫимӗҫсемпе хӗҫпӑшалӗсене унта куҫарчӗҫ, хӑйсем те ҫавӑнта кӗрсе вырнаҫрӗҫ. Капитан савнӑ чунсене пӑрахса, аяккалла сиксе ӳкнӗ. «Хӗрарӑм тӗлӗкӗсем», — шухӑшланӑ кӗҫӗн Артамонов, Алексей тетӗшӗн килӗнчи тавлашусемпе сӑмахсене итлесе; шухӑшланӑ та — хӑй ӑшӗнче кулнӑ. Бухара шлафрокӗ тӑхӑннӑ, пилӗкне сӑмса тутӑрӗпе ҫыхнӑ старик тӑрӑшсах пахчара чаваланать. — Пит йӗрӗ, — ӑнлантарнӑ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача. Факторире ӑна, паллах, куҫлӑхсӑр, лупӑсӑр хӗн пулин те, ҫӑмартисене йывӑҫ шӗккин ҫулӗ ҫине хуракан пӗчӗк пыл хуртне тупса тӗпчеме май килчӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӑюлланса кайнӑ тискер кайӑксем каллех тапӑнма тапратрӗҫ. Вара Леноре фрау, Санин умне ӳкесшӗн пек пулса, ура ҫине тӑма пуҫларӗ… Учитель хӑйне пӗтӗм ятран чӗнет пулсан, вӑл вара ыррине систерменнине Том аван пӗлет. Ку тӗлте городничий куҫне хӗссе, чеен кулса илчӗ. Анчах ашшӗ калаҫма тытӑнсанах, Серёжа хӑй тапӑна пуҫларӗ те Захар Васильевича часах хӗстерсе хучӗ: — Итле-ха, атте, нимӗҫсем пулнӑ хушӑра хӑвӑр бастовка туса паровоз ҫинче часовоя вӗлернӗ чухне эсӗ килӳ ҫинчен шухӑшларӑн-и? Ыттипе пуринпе те килӗшнӗ пулӗччӗ, анчах унпа мар! Аялти хутӑн чӳречисене чул стена ӑшне ҫапса лартнӑ виҫӗ рет хулӑн тимӗрпе хӳтӗленӗ, ҫав чӳречесем витӗр тухма та, кӗме те нимӗнле май ҫук. Тӑпӑл-тӑпӑл та чее пичӗ унӑн савӑнӑҫлӑ. Хӑйне тыткаланинче те, калаҫнинче те хӑйӗн политики палӑрмасть, вӑл халӗ хаваслӑ та шӑпах хӑй пек курӑнать. Кӗмелли вырӑнӗ уҫах пулнӑ — вӗрлӗкӗсем ҫӗр ҫинче йӑваланса выртнӑ. Вӑл Янкель хӑйне нимӗҫ ҫӗрӗнчен килнӗ ют ҫӗршыв графӗ пек тумланма сӗннипе килӗшрӗ. Ӗҫе малтанах пӗлсе тӑракан жид кӑна валли тумтир те хатӗрленӗ иккен. Ҫав тери хаваслантарса хӑварчӗ вӑл мана. Эрне-и, уйӑх-и? Ну, малашне курӑпӑр. Иккӗленмелли пулма та пултараймасть: ун умӗнче Нелли Лещинская тӑрать. Эпӗ хамӑн хуҫана пурин ҫинчен те калаҫмашкӑн сӑмахсем ҫитменни ҫинчен, вӗсен чӗлхине вӗренес тӗлӗшпе хам пысӑк ҫитӗнӳсем тунипе ҫитес вӑхӑтрах ӑна интереслентерекен нумай япаласем пирки каласа пама пултарасси ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Ҫак самантра Денни майлисем: «Тӗрӗс мар!» тесе кӑшкӑрса янӑ. Ҫулланса пынӑҫемӗн, вӑл, хӑй асӑрхаман ҫӗртенех, ашшӗ ҫине сиввӗн тата ӗненмесӗр пӑхассине улӑштарнӑ. Телейсӗррине хам кураттӑм, анчах юратса кайнӑ ҫынсен куҫӗсем ахаль чухнехи пек маррине час-часах сӑнанӑ пирки, юратакансем ӑраснах ырӑ кӑмӑллине туйнӑ пирки ӗненместӗм; ҫав чӗре праҫникне курса тарасси яланах лайӑх пек туйӑнатчӗ. — Ӗҫ ҫинчен калаҫар. — «Ҫулталӑкне аллӑ тенкӗ!» — «Эхер те вӑл шыва путсан?» Ылттӑн ярапасемлӗ, ҫӳллӗ тӑрӑллӑ соболь ҫӗлӗкне йӑлтӑртатса ҫиҫсе тӑракан куҫӗсем ҫинеллех пусса лартнӑ. Учкурсем, юлан утҫӑсемпе ҫар пуҫӗсен несӗлӗсем, — хула аристократийӗ. Вӗсем хӑйсене Атланда теҫҫӗ, урӑхла каласан — «Ҫеҫен хиртен килнисем». Ҫак ятран — каярахпа — пӗтӗм ҫӗр-шывшӑн пӗр ят тухать: «Атлантида»; ҫав таранччен вара ку ҫӗр-шыва Хӗвел сӑнлавӗсен тӗрлӗ-тӗрлӗ ячӗпе пайӑрлатнӑ. — Н-ну, — сас панӑ Ящуров, — халь ӗнтӗ, Фомка, сан ӗҫӳ пӗтрӗ. Ӑна выльӑхлӑх енчен ҫеҫ пӗлетӗп. Выльӑха вара нимӗн те тытса чарма пултараймасть. Шурлӑхӑн йӳҫӗ шӑрши уй тӑрӑх шуса килет. Давыдов ҫине пӑхса, Кондрат Майданников кулса ячӗ: — Эсӗ Варькӑ ҫине ан пӑх-ха, унӑн ахаль те питӗнчен юн татӑлса анас пек! Епле те пулин фактически ҫырӑнма тивет, унсӑрӑн Макар умӗнче аван мар пулать тата ытти енчен те… Эсир ӑнланӑр-ха, леш старик каланӑ пек, Домостроя пӑхӑнса авланас пулсан, мамӑк тӳшексем, хулӑм укҫи, ҫывӑрмалли вырӑн — ҫаксем пурте вӑрттӑнлӑхпа ҫыхӑнса тӑракан вак-тӗвек япаласем ҫеҫ вӗт. — Мӗн кирлӗ сире? — тесе ыйтрӗ капитан. Тайлӑмра лутра пӳллӗ, вӑрӑм ҫӑмлӑ выльӑхсем — хурисем, шуррисем — курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ. — Ку ҫав тери хӑрушӑ, хӑрушӑ. Мӗн пулчӗ вара ӑна? Вара, вӑхӑт пулсан, пурнӑҫ хушсан, Шпицберген патнелле ҫул тытӑр. Тетка курнӑ, пӳлӗмре ютран килни никам та ҫук. Ку йӑпӑлтатса каланӑ пекрех пулать те, анчах пӗр чӗптӗм те йӑпӑлтатни ҫук кунта. Комендант патӗнчи калаҫу нумайччен пычӗ, анчах эпӗ текех унта хутшӑнмарӑм та, итлемерӗм те. Курасса эсӗ мана курман, хӗлле эпӗ пӳртрен тухмастӑп. Дик калаҫнӑ вӑхӑтра Уэлдон миссис шухӑшлӑн ларчӗ. Анчах Дувровский Троекурова уншӑн тав тунӑ та, хӳтлӗхне йышӑнман, чухӑн халлӗнех юлнӑ, никама пӑхӑнмасӑр пурӑннӑ. — Манӑн экипаж, — хулпуҫҫине Николаев аллинчен палӑрнӑ-палӑрман пӑрӑнтарса, лӑплантарчӗ ӑна Ромашов. Эпӗ пӗлетӗп, ман лаша пире иксӗмӗре те леш енне чиперех каҫарӗ. Вӑл кама ытлӑрах пуҫ сӗлтнине эпӗ пӗлместӗп; анчах ун чухне вӑл ҫакна маншӑн тунине эпӗ ҫирӗп шантӑм. — Пулмасӑр, пулнӑ… театрта вылянӑ. Мӗнпе тӑрантарам-ха эпӗ сана? Илья килте пурӑнмасть те темелле, — ирхине чей ӗҫнӗ чухне кӑшт курӑнать те, тетӗшӗ патне е хулана, е Миронпа тата кӑтра пуҫлӑ хура Горицветовпа пӗрле вӑрмана каять. — Мӗнех вара, сана сабурсӑр пуҫне урӑх нимӗнле эмел те витмест пулсан? Вӑл хӗрӗ ҫумне пырса ларчӗ те питҫӑмартипе унӑн хулпуҫҫийӗ ҫумнелле ҫыпҫӑнчӗ. — Ха-ха, паллаймарӑн-им? — кулса илчӗ Умрихин. — Мӗн вара эпӗ саншӑн? — тарӑхса кайрӗ Давыдов. Ҫак вӑхӑтра Уэлдон миссис Геркулеса энтомолога шырама ячӗ. — Эпӗ ун ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп. Вӑл ун енне хӑра-хӑра пӑхрӗ те аллисене хыҫалалла тытрӗ. Карап меслетсӗр силленет. Ҫитрӗм. Пӑхатӑп. Ӳкнӗ йывӑҫ тункати патӗнче аппаланать леҫник. Вӑрра ҫапса ӳкернӗ вӑл, унӑн аллисене кушак пиҫиххипе хыҫалалла ҫыхса тӑрать. Сарса хунӑ пиншак ҫине иккӗшӗ юнашар ларсан вара, Лушка, Давыдовӑн кулкаласа тӑракан пичӗ-куҫӗ ҫумне хӑйӗн тӗлӗнмелле илемленсе кайнӑ питне ҫывхартрӗ те, ҫапла каласа хучӗ: — Ҫитӗ-ҫке тырӑсем ҫинчен те колхоз ҫинчен калаҫма! — Вӑл ӑна ҫакса вӗлерме тӑрӑшӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. — Анчах, Джемма, — терӗ Санин, — эсӗ каламарӑн-и вара ӑна… Ӑна Николай Петрович Кирсанов тесе чӗнеҫҫӗ. Постоялӑй двортан вунпилӗк ҫухрӑмра унӑн икҫӗр чунлӑ лайӑх имени пур, хӑй калашле, хресченсемпе чикӗ уйӑрнӑ хыҫҫӑн вӑл икӗ пин десятинлӑ «ферма» тыта пуҫланӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн юлташӗсем хаяр сивӗрен епле хӑтӑлма тӑрӑшнине сайра-хутра ҫеҫ куркалать. «Пурте ҫакӑн пек пулсанччӗ!» — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Вӑл часах ҫывӑрса кайрӗ. Анчах та эпир тутлӑн чуптурӑмӑр. Ку вӑл пирӗн уйрӑлмалла чуптуни пулчӗ. Тепӗр хут авӑрланӑ пулсан, эпӗ меҫник умӗнчи сурӑх пек тӑман пулӑттӑм. — Вунҫиччӗре, — пӗр такӑнмасӑр хуравларӗ Ванюшка, вара ҫавӑнтах хӑйӗн тӑваткӑл эрешлӗ кепкине пусса лартрӗ. Эртел унӑн юррине харӑссӑн ярса илнӗ: — Эй, чукмарамҫӑм, ух, те! Санӑнне иртнине пӗлем те эпӗ, вара пуласси ҫинчен калаҫӑпӑр. Калаҫнинчен вӑл ют ҫӗршыв ҫынни пулни палӑрчӗ. — Даша инке, паян эсӗ кукӑль пӗҫерес тенӗччӗ, пӗҫермех тивет. Эпир шӑтӑка ҫак йӗркепе ӑна пуҫларӑмӑр: чи малтан Ганс, ун хыҫҫӑн — пичче, юлашкинчен — эпӗ. Сӑмах ҫитмен чухне аллисемпе кӑтарткалать, юлашкинчен, йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ те, хӑйӑр ҫине географи картти туса хучӗ. Унта меридиансемпе параллельсен сеткине, ҫавӑнтах икӗ океан тата Кармена каякан ҫула та пӗр линипе туртса хучӗ. Пӗр учитель те нихӑҫан ҫакӑн пек хӗн-хурпа асапланман пулмалла. Нимӗҫсен штабӗ ҫакна ӑнланнӑ, анчах та унӑн событисене тытса чарма май пулман ӗнтӗ, унӑн ирӗксӗрех халӗ сарӑлса кайнӑ ҫапӑҫу вучӗ ӑшне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ резервсем илсе пырса чикмелле пулнӑ. Допрос пуҫланчӗ. Тен, ӑна урасӑр ҫынна ташлама вӗрентес задача интереслентернӗ, — ун пек ӗҫе Боб Горохов та, чи пысӑк чапа тухнӑ Поль Судаковский те туман вӗт-ха. Тен, хӗре ҫак тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, хӗвелпе пиҫнӗ, тӳррӗн пӑхакан куҫлӑ вӗренекен кӑмӑла кайнӑ, — тӗрӗссипе каласан — вӑл та, ку та пӗрлех пулнӑ пулӗ, анчах Зиночка ҫак тӗлӗнмелле ӗҫе хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне, пӗтӗм чунне пачӗ. Куҫҫульпе епресе тӑракан ҫурма хупӑннӑ куҫӗсемпе вӑл ҫӑлтӑрлӑ тӳпе ҫинелле пӑхать, улӑм тата ҫеҫенхир шӑрши ҫапакан сывлӑша сывла-сывла ҫӑтать, пӗтӗм йӗри-тавралӑх ӑна ҫав тери илемлӗ те ансат пек туйӑнать… — Сана та парӑп. Генуэзӑн аслӑ ҫӳревҫи, хӗвеланӑҫнелле шалтан-шала кӗрсе, ҫав «тулли кӗрекеллӗ утравсем» патне каякан ҫула кӗскетессинчен урӑх мӗскер шыранӑ-ха? Кун хыҫҫӑн слюда сланецӗсен хулӑн сийӗсем пыраҫҫӗ, вӗсем шурӑ слюда ялтӑртатса тӑнипе уйрӑмах илемлӗн курӑнаҫҫӗ. Базаров темиҫе минут хушшинчех садри пӗтӗм ҫулсем тӑрӑх утса тухрӗ, выльӑх картине, витене кӗрсе тухрӗ, икӗ дворовӑй ачапа тӗл пулса ҫавӑнтах паллашрӗ те, вӗсемпе усадьбӑран пӗр ҫухрӑмри пӗчӗк ҫеҫ лачакана шапасем тытма кайрӗ. Уҫӑ сывлӑш ӑна уҫӑлтарнӑ, каҫхи сулхӑн унӑн суранӗсенчен юн юхнине чарнӑ, ҫавна пула унӑн вӑйӗ ҫирӗпленнӗ. О, Зеб, ҫавӑн ҫинчен шухӑшлама та хӑрамалла! — Мӗне пӗлтерет ку? — ҫилленсе ыйтрӗ вӑл. Ку офицере майӑн 10-мӗшӗнче пуҫӗнчен осколка лексе амантнӑ пулнӑ, суранне ҫак таранччен те салтман-ха вӑл, ҫыхнипех ҫӳрет, халӗ вӑл, эрнене яхӑн ӗнтӗ, хӑшӗ пур енчен те сывлӑхлӑ тесе шутлаканскер, Симферопольти госпитальрен хӑйсен полкне кайма тухнӑ, полкӗ, ун шухӑшӗпе, таҫта ҫавӑнта, кӗрслетнӗ сасӑсем илтӗннӗ ҫӗрелле тӑма тивӗҫ, — анчах те Севастопольрех тӑрать вӑл, Северныйра-ши, Инкерманра-ши, кун ҫинчен вӑл никамран та лайӑххӑн ыйтса пӗлеймен-ха. — Ун ҫинчен калаҫрӑмӑр ӗнтӗ, ҫитет. Павка ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илчӗ. Юлашкинчен те ӑна, ура ҫине тӑрсан та, тӳрех тӑма самай вӑхӑт кирлӗ пулчӗ. Вилетӗп, — тесе ахлатать. Кӑнтӑрла иртсен тӑватӑ сехет ҫитерехпе йытӑсем ҫав тӗлӗнтермӗш хутаҫлӑ чӗрчунсене кӗтӗвӗпех хӑваласа кӑларчӗҫ. Джонни вӗсене ӑшӑ кӑмӑлпа асӑннӑ. Калӑр-ха, мӗнле ирӗклӗх пулать вара вӑл? — Сирӗн ҫурт, кӗрӗр… Анчах ман ӑслӑ тӑват ураллӑ юлташӑм та хӳрине пӑлтӑртаттарчӗ те ывӑннӑ куҫне мӑч хупса илчӗ, мана пӗр усӑллӑ канаш та параймарӗ. Вӑл ҫав тери ҫемҫе те кӑмӑллӑ калаҫнипе Артура часах хӑй енне ҫавӑрчӗ. Ялта ҫилӗ те, юрӗ те, сивви те сахал пек туйӑннӑ. — К-каҫарӑр, тархасшӑн. Сӑмахран, акӑ, ҫумӑрта е сивӗре яра куна кунӗпех сунарта ҫӳретчӗ вӑл; пурте шӑнатчӗҫ, ӗшенсе ҫитетчӗҫ, уншӑн вара нимӗн те марччӗ. Унтан вӑл паян пӗртте ывӑнман ҫын пек пулса савӑнӑҫлӑн таврӑнчӗ, унӑн ҫӳҫӗпе куҫхаршийӗсем ҫинче шыв тумламӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Эсир ҫакна тӗрӗс мар ӗҫ тетӗр-и? Пӗлтерем сире: эсир калакан чиновник урӑхла тумланса та, хӑй тумӗпе те ман патӑмра пулман. Эпӗ мистер Джеральд ҫинчен ыйтатӑп. — Ҫук, — сапаланчӑк шухӑшпа хуравларӗ лешӗ, — ун пек ӗҫ пулса иртни ҫинчен эпӗ тахҫанах пӗрре МОПР журналта вуланӑччӗ. Вӑл халӗ ҫеҫ килчӗ, унӑн Микель каласа панисем ҫумне хушса каламаллисем тата та пур пулӗ. Ҫылӑхсӑр вилсе турӑ ҫуртне кӗмелле пултӑр тесен, асап тӳснӗ Варвара ҫветтуй хӗрарӑма кӗлтӑвас пулать. Анчах эсӗ: Уйӑх ҫапах та лайӑх ҫутатать. Базаров сасартӑках хӑй ҫамрӑк, хӳхӗм хӗрарӑмпа кӑна иккенне туйса илчӗ… Тӑпраллӑ урайӗ тикӗс мар, чӳречисем чалӑшса кайнӑ, кантӑкӗсене хутпа саплакаласа пӗтернӗ, хӑйӗн кивӗ кровачӗ тӗлӗнче кавир тата икӗ Тульски пистолет ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, кавире ҫинче амазонка ӳкерчӗкӗ, унтах хӑйпе пӗрле пурӑнакан юнкерӑн кровачӗ ларать, ун вырӑнӗ ҫинчи ҫивиттийӗ таса мар; вӑл хӑйӗн Никитине курчӗ, сапаланчӑк, ҫулланса пӗтнӗ ҫӳҫ-пуҫлӑскер вӑл, хыҫкаланса, урайӗнчен тӑчӗ; хӑйӗн кивӗ шинелне, сӑран аттисене, хӑйне валли бастиона илсе кайма хатӗрлесе хунӑ япаласен ҫыххине курчӗ. Вавжон килӗшмерӗ. Ку шухӑш Джима та, мана та кулянтарчӗ. — Пӑх-ха, вуникӗ сехете вӗсем пеме чарӑнаҫҫӗ тени тӗрӗсех пулчӗ. Тепӗр эрнерен вӑл кӑштах самайланчӗ, ҫирӗпрех утма пуҫларӗ, сулахай алли те чиперех ҫӗкленекен пулчӗ, — анчах текех ямшӑк пулма пачах килӗшмерӗ. Анне пӗшкӗнет, эпӗ ҫӳлелле пӑхатӑп та унӑн тутисем чӗтреннине куратӑп… — Илтрӗр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Кӑмакине виҫшер кун хутман. — Халӗ эпӗ ҫывӑрма выртатӑп. Ҫаран патӗнчен Цимбал пӳртӗнчен курӑнмалӑх кайсан Рыбальченко гудок парать. Эпӗ ӑша сирӗн умӑра, шӑмма йыт кӗтӗвӗ умне пӑрахнӑ пек, пӑрахатӑп! Гек лӑпланчӗ. Лавкка умӗнчи уҫӑ вырӑнта тӑват-пилӗк юланутҫӑ кӑшкӑрашса, вӑрҫа-вӑрҫа тапӑртаттарса ҫӳреҫҫӗ, вӗсем икӗ ҫамрӑк Грэнджерфорда тӗллесе пересшӗн, — лешсем пӑрахут пристанӗ ҫумӗнчи вутӑ шаршанӗ хыҫӗнче лараҫҫӗ — анчах лектереймеҫҫӗ. Арӑмӗн Петр алли айӗнчи хулпуҫҫийӗ хыттӑн сиксе илчӗ. Унта та кунта кӗпӗрленеҫҫӗ, темӗн пуласса кӗтеҫҫӗ, аллисене кӗсйине чикнӗ, нумай пӗлтерӗшлӗ, таҫтан килсе тулнӑ ҫамрӑк марсиансем ҫине пӑхкалаҫҫӗ. Анчах ҫӳлте асӑннӑ дворянинӑн ирсӗр ӗмӗчӗ мӗн пурӗ те: мана пӗр кӗтсе тӑман ҫӗртен инкек кӑтартасшӑн пулчӗ, мӗншӗн тесен картана, пуринчен ытла тата хур картине, илемлӗ ӗҫ тума ҫӳремеҫҫӗ, ӑна пурте пӗлеҫҫӗ. Хулара ҫил-тӑвӑл ҫитӗнсе пырать. Эх, эсӗ! Судьян положенийӗ шанчӑклӑ мар пулса тӑрать. Унӑн упӑшкине Ҫӗпӗре янӑ пулнӑ, анчах вӑл унтан тарнӑ та ют ҫӗршывра икӗ ҫул каялла чахоткӑпа чирлесе вилнӗ… Анчах ялта эпӗ мужиксене кӗнекесем пама тытӑнтӑм та, мана уншӑн тӗрмене лартрӗҫ. Унтан арҫын сасси: — Мӗн тӑвӑпӑр эппин, ҫыххипех ӑна ҫӗклесе хурӑр. Вӑл хӑй йӗри-тавра симӗс ковер пек сарӑлса выртакан вӗҫӗ-хӗррисӗр саваннӑна пӑхса савӑнман, хӑй тӗлӗнче ҫӳлте сарӑлса тӑракан тӗпсӗр кӑвак пӗлӗт ҫинелле те пӑхман. Хутран-ситрен пӗччен ял, е ҫул хӗрринчи айлӑмра ыйткаласа тӑракан ҫын пек, йывӑҫран, тӑмран, чултан туса лартнӑ пӗчченех ларакан хресчен ҫурчӗ курӑнса иртет. — Куҫ шӑрҫийӗсем унӑн яланах шӑранса ирӗлсе пынӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Сирӗнпе эпир ҫӗнтертӗмӗр, мӗншӗн тесен, пӗчӗкрен пуҫласа ҫитӗнсе ҫитнисем таранах, пурте ҫапӑҫрӑмӑр. Анчах тӗлӗнмелле! Урапи вырӑнтан тапранмасть пек, ун ҫурӑмӗ ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ пек, вӑл ӑна та ҫӗклеймест пек, ун айӗнчен те тухаймасть пек. Калама йывӑр… Ҫавӑнпа Самюэль Вернон ҫук чухне те, вӑл чӑнах та ҫак йыттӑн хуҫи пулнӑ пулсан, Динго ҫак икӗ саспаллие уйӑрса илме пултарни тӗлӗнтерет те мана. Эсир, паллах, гальбет Скайреш Болголам кунта килнӗ кунтан пуҫласах сире вӗҫӗмсӗр курайман тӑшман пулса тӑнине пит аван пӗлетӗр. Ҫапла Гирчика, манӑн туса, походра кӑкӑрӗнчен, ак ҫак вырӑнтан амантнӑччӗ, сирӗн тухтӑрсем сыватма килӗшмерӗҫ, анчах ту ҫинчен Саиб килчӗ, чӗртрӗ. Пӗр ҫухрӑм пек кайсан, эпӗ канлӗрех вырнаҫса лартӑм та куҫ умӗнчи чи ҫывӑх япалана — ман енче чупса пыракан пичеври лашан купарчи ҫине тинкерӳллӗн пӑхса пытӑм. Анчах ку вӑл ҫӑмӑл япала мар. Халӑх, шӗвӗр сухаллӑ, вӑрӑм питлӗ ҫӳллӗ ҫынна ҫул парса, икӗ еннелле сирӗлчӗ. — Тухса каясшӑнччӗ ҫакӑнтан, халӗ каймастӑп-ха ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Вӑл пӗтӗм кӗлеткипе хускалса диван ҫинчен тӑчӗ те, кравать патне пырса, амӑшӗн пичӗ умне пӗшкӗнчӗ, вара амӑшӗ унӑн хура ҫутӑ куҫӗнче темле тӑванла, ҫывӑх та ӑнланмалла япала пуррине курчӗ. Унта ҫирӗм сакӑр тенкӗ хут укҫа, пилӗк тенкӗлӗх пӗр ылтӑн тата ик-виҫӗ тенкӗ вакки пулнӑ. Хӗр-манах хыҫҫӑн ытти хӑнисем те ҫӗкленчӗҫ, килӗсене салана пуҫларӗҫ. Ҫутӑ тӗшӗрен кӑшт аяккарах зодиак ҫунаттисенчен те шупкарах ҫутӑ спиралӗсем вырнаҫнӑ: хӗвелтен ывӑтӑнса ун тавра спутниксем евӗр ҫаврӑнакан вут океанӗсем. Ку кӗрешӳ майлӑ пулман. Манӑн унпа кӗнекесем ҫинчен калаҫас килетчӗ, анчах вӑл кӗнекесене юратмастчӗ пулмалла, темиҫе хут та мана канаш панӑччӗ: — Эсир астарнӑ хыҫҫӑн ан кайӑр кӗкекесенче пурне те хитрелетсе, пӗр-пӗр еннелле пӑсса ҫырнӑ. Пӗтӗмпе вӑл аллӑ тӑватӑ плуг тӗренне туптарӗ, ӗретлӗ акмалли тӗрлӗ машинӑсене вуниккӗшне юсаса халех ӗҫе тухма юрӑхлӑ турӗ, вунтӑватӑ бункер тата тӗрлӗрен ытти ӗҫхатӗрӗсем юсаса пачӗ, факт! Пире вӗсем ҫак хута, паллах, лӑпкӑн памаҫҫӗ, анчах эсир хӑвӑрах куратӑр: Марс ҫинче… вӗсен йӗркеллӗ марах. Хам ҫырса парсаттӑм эпӗ, ытла хӑрушӑ хут, вӑл тӗрӗссине нимӗнпе те ӗнентереймен пулсан, эпӗ хамах ҫӗр шӑтӑкне сиксе ҫухалнӑ пулӑттӑм. Эпӗ Вильяма пӗлнӗ тӑрӑх, — ӑна лайӑх пӗлетӗп, паллах, вӑл… Тӑхтӑр, эпӗ халех хӑйӗнчен ыйтӑп. Мана ку кулянтарать, эпӗ хӑратӑп, анчах — ҫӗнтерме вӑйӑм ҫитмест. Вара эпӗ пӗр курка сивӗ шыв илтӗм те, ӑна ҫывӑрса выртакан, е юри ҫывӑрнӑ пек пулакан тухатмӑшӑн пуҫӗ ҫине питӗ хӗпӗртесех тӑкса ятӑм. Астӑватӑн-и, эп сана хӗрес майри пирки калӑначчӗ? Ҫав хӗрес майри вӗт — эпӗ, карт каласа кӑтартнӑ инкек вӑл манпа пулса иртет… Мӗн пурӗ ҫирӗм тӑхӑр ҫынна тытса хупрӗҫ, вӗсенчен улттӑшӗ — хӗрарӑм. Пӗр тӗлте хӑмӑш чӗтрене-чӗтрене илет, чечекӗсемпе ҫӗрелле тайӑлать, кашӑртатать — унта Степкӑпа Кирюха рак тытаҫҫӗ иккен. Чӗринче шикленсе те пулин, вӑл каллех мана алӑк ҫине тӗллесе кӑтартма пултаратчӗ. Пуринчен те час-часрах ку ӗҫе Комиссарӑн тума тӳр килнӗ, мӗншӗн тесен вӑл тепӗр чухне харӑсах вуншар ҫыру таран илнӗ. — Вӑлах ҫитрӗ, — терӗ Вышимирский. Ҫилле хывнӑ Иван Боримечка пӳртрен тухса кайрӗ. Халӗ ӗнтӗ эпир каллех типӗ ҫулпа кайӑпӑр тата чӑнласах ҫӗр айнелле анӑпӑр. Миҫе ҫула карӑн-ха эсӗ? Пугачевӑн куҫӗсем ҫутӑлса кайрӗҫ. Дубцов патне пырса, бригадӑна илме те ыйтнӑ тет имӗш, тӗрӗс-и вӑл? — Ну, мӗнле, комиссар? — ыйтрӗ Квакин. Радиопа вӑл юратакан «Нина романсне» илтсен те ун ҫинчен шухӑшларӑм. Анчах, хамӑр крепосте хупӑрласа тӑракан раша ӑшне кӗрсен, кунта сыхланма кирли ҫинчен аса илтӗм те, кӑштах майперех утрӑм. — Петя пичче! — кӑшкӑрса ятӑм эп, кухньӑран тухакан повӑра курсан, вӑл ҫӗнӗ костюмпа, шлепкине аллине тытнӑ. — Анчах мӗнле ушкӑнра шутланать-ха ку пулӑ? Кометӑсем турӗ йӗрпе ҫӳреҫҫӗ, тенӗ вӑл. «Комета тӗнче уҫлӑхӗнчен пырать те, Хӗвел системи витӗр тухса, ӗмӗрлӗхех куҫран ҫухалать», — вӗрентнӗ Кеплер. Анчах та манӑн ӑна пӗр сӑмах пулин те калас килчӗ. Мӑнаҫлӑн, тутӑ хур аҫи пек, Китай ҫынни пек усиллӗ жандарм офицерӗ Нестеренко утнӑ, унӑн чирлӗ арӑмӗ хӑйӗн шӑллӗпе — Житейкинпа, хула старости тата тир-сӑран завочӗн хуҫи пулнӑ, халь вилнӗ ҫыннӑн ывӑлӗпе, алла-аллӑн тытӑҫса пынӑ; Эпӗ ӑсран тухнӑ пулӑттӑм. Анчах мӗншӗн-ха сире ҫав кивӗ историпе асаплантарас, унта нимӗн интереслӗ япала та ҫук. — Кӑтартӑр-ха эппин хӗрӗре, — терӗм эпӗ. Пӗтӗм ҫын умӗнче ҫав тери намӑс пулса кайрӗ-ҫке. Тулта ҫумӑрпа ҫӑвӑннӑ кӑпӑш ҫулҫӑсем ҫӑтӑлтатаҫҫӗ. Ниҫта та канлӗх памаҫҫӗ ӗнтӗ. Ӑҫта пыратӑн, пур ҫӗрте те шпиксем ҫӳреҫҫӗ. Вӑл, эрех ӗҫессинчен пӑрӑнса, Кирила Петровича чунтан тинкерсе итлет. — Тӑвӑл ҫӗкленмесен, вӑл паллах, ҫапла ӗнтӗ. — Ункӑ вара — мӗн тума? Йӗркене кӗртес ӗҫе хӑйне уйрӑм лабораторире турӗҫ, ӗҫре ертсе пыраканӗ те ӑста ҫын пулчӗ. Радӑна курнипе вӑл телейлӗ пулса тӑчӗ. — Халӗ юрра! — сӗннӗ каллех самӑр йӗкӗт. Уйӑх сайра-хутра ҫеҫ курӑнкалать, курӑнсан та, ыйхӑллӑ пек вӑл, хавассӑр пӑхать, унӑн хӑватсӑр ҫутинче ӗнтӗ тӳпен те илемӗ ҫук. — Рабочисен канмалли кунсем пур-и? — Луиза Пойндекстер, — тет свидетельсене чӗнекен сасӑ. — Ҫӑлчӗҫ ӑна, анне, вӑл чӗрӗ! — кӑшкӑрса ячӗ хӗр амӑшне васкавлӑн ыталаса. Аркадий Павлыч, хӑй калашле, тулӑх пурӑнма юратнӑ пирки, хӑйпе пӗрле шутсӑр нумай кӗпе-тумтир, апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли япаласем, минтерсем, несессерсем илсе тултарчӗ. Вӑл хӑйпе пӗрле илнӗ пурлӑх тепӗр перекетлӗ те типтерлӗ нимӗҫе ҫулталӑк пурӑнма ҫитнӗ пулӗччӗ. — Эпир хамӑр Берлин патӗнчисем! — Унӑн боцманӗпе — Айртонпа та ҫавнашкал пулса тӑнӑ, — терӗ Джон Мангльс. Анчах пуринчен ытларах Изот ним чӗнмесӗр, темӗн ҫинчен шухӑшласа ларать, вӑхӑтран вӑхӑта ҫеҫ, ассӑн сывласа илсе: — Эппин апла-ха вӑл… — тесе хурать. Пурте аван мар кӑмӑлпа шӑпланса ларнӑ хушӑра Давыдов пӳрнисемпе сӗтеле шӑкӑртаттарса илчӗ. — Килет. Унӑн вӗсене шыраса тупмалла. Ку пӗр вӑхӑтлӑха ҫамрӑксене ун ҫинчен питӗ те аван мар шухӑшлаттарчӗ. — Пулать. Чурка мӑнкӑмӑлланса карӗ, каччӑсем утса ҫӳренӗ пек, картусне пуҫ тӑррине лартса, аллисене кӗсьисем ӑшне чиксе, урам варрине утса ҫӳретчӗ; вӑл сурчӑкне шӑл витӗр маттурӑн сурса кӑларма вӗренчӗ. Федор пирӗн отрядпа пӗрле пынине никам та курман, вӑл ҫӗрле тин таврӑнать. Ҫав вӑхӑтрах хайхи сарӑ йӗкӗт, Фома ҫине пӑхса, сарлакан, савӑнӑҫлӑн кулса:— Эрех пулать-и? — тесе ыйтнӑ. Ҫак туйӑм ҫинчен эпӗ тӗнчере никама та шанса калассӑм ҫук, эпӗ ӑна ытла та хаклатӑп. Анчах Соломон патшара ларнӑ кунсенче, мӗнпур тӗне вӑл, ачасемпе чӳклекеннисемсӗр пуҫне, хӑй хӳттине илнӗ хыҫҫӑн, тата Астис майра-патша, Египетран тухнӑскер, тӑрӑшнине пула, храм вӑрӑмӑшпе те, ҫӳллӗшпе те чылай ӳссе кайнӑ, пуян парнесемпе илемленнӗ. Хыҫалтан утса пыракан ҫамрӑк йӗкӗт штаба кӗрес умӗн старший лейтенант хӑйӗн гимнастёркине аркинчен туртса тӳрлетнине, пуҫ пӳрнисене пиҫиххи хушшине чиксе ӑна каялла туртнине, ҫухави тӳмисене тӳрлетнине асӑрхарӗ те, хӑй те ҫавӑн пекех турӗ. — Хам та ниепле тавҫӑрса илейместӗп-ха… Эпӗ сире ӑнланма пултарнине пӗлетӗр-и эсир, Евгений Васильевич? Эпӗ хам та сирӗн пекех чухӑн та мӑнкӑмӑллӑ пулнӑ; тен, эпӗ сирӗн пекех йывӑрлӑхсем чӑтса курнӑскер. Вут-ҫулӑм хаваслӑхӗ хӑрушӑ. Анчах ӑна кӗнеке парсассӑн, вӑл ним шарламасӑр ӑна ывӑҫ тупанӗсемпе чӑмӑртаса лутӑркарӗ те борт хыҫнелле ывӑтса ячӗ: — Вӑт ак мӗнле сан кӗнекуна, ухмах! — терӗ вӑл салхун. Анчах эсир ҫакна калӑр-ха мана: Снеффельс ҫурма утравӗ ҫине мӗнле ҫулпа кайма шухӑшлатӑр-ха эсир, — тесе ыйтрӗ. Каласа хӑварас-ха, Грушницкий кӑштах палланӑ хӗрарӑм ҫинчен калаҫнӑ чух, е тата ун кӑмӑлне кайнӑ та пулсан, манӑн Мери, манӑн София тесе ҫеҫ тӑрать. Анна Борхарта астӑватӑн пулӗ, вӑл та Соломенкӑра, парти райкомӗн хӗрарӑм пай пуҫлӑхӗ. — Андрей Дегтярева хыҫалтан туртма пуҫларӗ. Вӗсем иккӗшӗ те куҫне кантӑк лартнӑ та ун ҫине пӑхса шӑл йӗрсе тӑраҫҫӗ… — Хутне алӑк айне чиксе пар. … — Чухлакан ҫынсем мӗн чул парӗҫ? — Пур, — васкамасӑр ответлет кассир. «Улпутӑн вӑл тахҫантанпа-и?» Аркадий, кала-ха эсӗ. Ун патнелле Шурочка, ҫӑмӑлскер те каҫӑрскер, хӑйӗн шурӑ платйипе тем пысӑкӑш йывӑҫран хура вуллисем хушшинче, вӑрманти ҫут сывлӑш евӗр, йӑлт та йӑлт мӗлтлетсе, васкавлӑн ыткӑнса килетчӗ. Хӑна, сӑн-питӗнчен халӗ те каяйман шуранкипех, кӑмака сакки ҫумне тӗршӗнчӗ те уҫҫӑнах тухман сассипе ҫапла каларӗ: — Эпир колхоза кӗме чӗнместпӗр, ҫавӑнпа никама та ирӗксӗрлеместпӗр. — Мӗнле тавлашаҫҫӗ-ха вӗсем! Вӑл пӗрене ҫине Павкӑпа юнашар ларать те, ӑна хытӑ ыталаса, ахӑлтатса кулать. Вӑл акӑ мӗн пирки, мӗншӗн тесен, эсир ӗҫҫыннисем, телей илмелли ҫынсем; телей тивӗҫлӗхӗ — сирте, кун пирки иккӗленмелли ҫук, — ҫакна йышӑнмаҫҫӗ пулсан та… Ухмахсем, пӗлеҫҫӗ вӗсем уншӑн хак хума! Хам хуҫалӑха ниепле те тӑваймастӑп эпӗ! — Манӑн сире тата тепӗр ыйту парас пулать, мисс Пойндекстер! Ҫылӑх сана: чуна ҫакӑн пек хуйхӑ пуснӑ чух мана култаратӑн. — О, вӗсем пӗрре те ҫӳллӗ мар, пӗрре те интереслӗ мар. Ҫитменнине тата вӗсене тахҫанах пӗлеҫҫӗ. Ҫын ячӗпе ирттернӗ ӑнӑҫлӑ ҫулҫӳреве Стэнли географи наукишӗн малалла тӑсма шутланӑ. Пире посредник Никафор Ильич калать: «Уйӑрӑлас пулать, господинсем; пирӗн участок пуринчен те кая юлнӑ, намӑс вӗт вӑл: айтӑр, ӗҫе тытӑнар», тет. — Ман хушамат Иртеньев, — терӗм эпӗ хӗрлӗ питлӗ гимназиста. Ҫар приказӗсене кансӗрлесе тӑнӑ хӗл кунӗсем иртсе пыраҫҫӗ, ҫакна пула пирӗн генералсем те пикенсех ӗҫлеме пуҫларӗҫ. Ҫын-и? Эсӗ кам ачи пулатӑн ҫак? Май килсен, Гэндса, — терӗ капитан. Шӑтӑк хӗрринчен тытса, куҫҫулӗ витӗр ирхи кӑвак ҫутталла пӑхса, мӗнпур вӑйне пухса, вӑл пӑшӑлтатса илчӗ: — Акӑ виле шӑтӑкӗ те… — Вара Поттер макӑрса ячӗ. Сасартӑк хыттӑн шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ. Хаклӑ, типтерлӗ ресторансенче ун тавра яланах темӗнле ҫапкаланчӑксем, такмакҫӑсем, фокусниксем, актерсем, ӗҫкӗпе пӗтнӗ помещиксем явӑннӑ. Унӑн халех таврӑнасси килет, тӑшман мӗнле ытла иртӗхсе кайнине вӑл хӑй куҫӗпе хӑй курасшӑн-ха; ӗнтӗ вӑл хӑй пирки асне те илмерӗ, нимӗнрен хӑрама пӗлменскер, вӑл каллех хулана таврӑнма та пултарать. Владимира эпир кимме кӗнӗ шыва тӑкса пыма хушнӑччӗ, шывне тӑкмашкӑн манӑн типтерлӗ сунарҫӑ ҫӑварне карса ларакан пӗр хӗрарӑмӑнне шыв курки те илсе тухнӑччӗ. Тӗплӗнрех шутлас пулсан, вал ҫӑмӑлпа та килмест. Стенана ыттисемпе пӗр танах вырнаҫтарса дементпа шӑлса ҫыпӑҫтарнӑ чулсенчен пӗри, ҫӳлтен те, аялтан та тӑпсасемпе ҫирӗплетнине пула, тӗнӗлӗ ҫинче ҫавӑрӑннӑ та, стенара сылтӑмран та, сулахайран та ҫын кӗрсе каймаллӑх икӗ сарлака шӑтӑк пулса тӑнӑ, кӗтмен ҫӗртен уҫӑлса кайнӑ ҫак алӑкран кукӑр-макӑр пусман ҫӳлти картлашкисем курӑнаҫҫӗ. Ватӑ господин вӗсене халех ҫиме хушрӗ, лешсем ун умӗнче ҫиме хӑяймастпӑр тесен, вӑл вӗсене ухмахсем терӗ. Хӑш чухне эпӗ вӑл тӗкӗр умӗнче, лутра кресла ҫинче ҫӳҫне тураса ларнӑ ҫӗре кӗреттӗм; ҫӳҫӗ вӗҫӗсем унӑн чӗр ҫинче, кресла айӑккисем ҫинче выртатчӗҫ, кресла хыҫӗпе ҫӗре ҫитиччен тенӗпе пӗрех усӑнса тӑратчӗҫ, — унӑн ҫӳҫӗ кукамайӑн ҫӳҫӗ пекех, вӑрӑм та ҫӑраччӗ. Кӗсле янӑранине тата Серафим хавассӑн такмакласа юрланине каччӑсем шӑхӑрни хупласа лартрӗ; унтан хӗрсемпе хӗрарӑмсем ташӑ кӗвви юрласа ячӗҫ: — Тинӗс тӑрӑх шав ишеҫҫӗ карапсем,Хӗрсем валли илсе килчӗҫ парнесем! Лена ответлеме ӗлкӗричченех, Воропаев ҫакна ӑнланчӗ: Лена кунта килни ҫинчен амӑшӗ те пӗлмест иккен. Монтанелли ун ҫине нимӗн чӗнмесӗр пӑхнӑ. Анчах ашшӗ, турӑш умӗнче пуҫҫапса, ҫапла каларӗ: ку ӗҫ пирки, ун шухӑшӗпе, турӑн ирӗкӗ ҫавӑн пек. Хӑйӗн суранӗ экспедицине тытса чарасран вӑл пуринчен те ытларах пӑшӑрханать. Ҫук, рыцарьсем малтан хӗрарӑма турӑ вырӑнне хуратпӑр тенӗ (турӑ вырӑнне хураҫҫӗ, анчах пурпӗрех ун ҫине киленӳ хатӗрӗ ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ). Вара вӑл хӑй ҫӳренисене аса илме тытӑнчӗ. Чылайччен шухӑшласа выртрӗ вӑл. «Вӑт мӗнле пулать иккен пурнӑҫ!» — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Унтан вӑл, хӑйпе ҫывӑх тӑракан ҫынсем пурте унпа пурнӑҫ ҫинчен сӑмахланине тӗлӗнӳллӗн аса илсе, майӗпен утма пуҫланӑ. Ытти кирек мӗнле те, анчах ку мар… Ҫакӑнтан вара унӑн, тем, иккӗленесси хускалчӗ. Нихӑҫан та!.. — С, В, — вуларӗ Уэлдон миссис. Питҫӑмартисемпе янахӗ ҫинчи хӗрлӗ ҫӗвӗксем чалӑш-тӗлӗшшӗн карӑнса ларнӑ ӳт-тир ӑна аптратсах пӑрахрӗҫ. Ку хӑрушӑ чир Исландире питех те сарӑлнӑ. — Ҫапла ҫав. Эпӗ Катьӑна сывпуллашса вӑхӑта ирттерсе тӑтӑм, ҫак самантра Николай Антоныч таврӑнчӗ. Урам вӗҫӗнчен тӑп-тӑп пусса, пӗр харӑс утса килнӗ сасӑ илтӗнчӗ. Вӑл рыцарь ҫичӗ ют ҫынни пулнине, ун енче хаяррӑн тавӑрасшӑн пулса унӑн ашшӗ, тӑванӗсем, пӗтӗм тӑван ҫӗршывӗ тӑнине, хулана хупӑрласа тӑракан запорожецсем хӑрушӑ ҫынсем пулнине, хула ҫыннисем хӑйсен хулипе пӗрле тискер вилӗмпе пӗтессине аса илчӗ… вара сасартӑк ун куҫӗсене куҫҫуль тулса ларчӗ; вӑл пурҫӑнпа тӗрлесе пӗтернӗ тутӑр ярса тытрӗ, унпа хӑйӗн питне хупӑрласа лартрӗ, пӗр минут хушшинче вара вӑл йӗп-йӗпе пулса тӑчӗ; хӑйӗн илемлӗ пуҫне каялла тытса, вӗлерекен ҫӗлӗн сӑхнине туйса илнӗ пек, аялти хитре тутине юр пек шурӑ шӑлӗсемпе ҫыртса нумайччен ларчӗ, — рыцарь вӑл ҫав тери хуйхӑрнине ан куртӑр тесе тутӑрне пичӗ ҫинчен пачах та илмерӗ. Пирӗннисен контратаки пуҫланчӗ. Пирӗн кунти ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен итлесе пӑхмалла. Вара эпир хамӑр мӗн тумаллине лайӑх ӑнкарса илӗпӗр. — Ан чӗн, йӗрӗнчӗк. Пичче ҫавӑнтах ман пата чупса пычӗ. Малалла майлаштарса пырӑпӑр. abor сӑмах. Тӑваттӑмӗш кунӗнче, хулана ҫитесси пӗтӗмпе те йӗр вунпилӗк километр юлсан, ҫынсем пачах та халтан кайса ҫитрӗҫ. — Акӑ ӗнтӗ, акӑ, — вӗрме тытӑнчӗ Коптев. Вӑл та, вӗсем пекех, ырра мар шӑхӑрнине, тата пӑшал пенӗ пекрех пулнӑ сасса илтнӗ. Вӑл иртнӗ пурнӑҫне аса илчӗ. Вӑл вӑй пӗтсе ҫитнипе ларма та пултараймарӗ, пичӗпе юр ҫине тӑрӑнса анчӗ те айӗнчи юра, антӑхнӑ пек, ҫулама тытӑнчӗ. Вут пек пӗҫерекен ҫамкипе юн тымарӗсем сиксе тапакан тӑнлавӗсене вӑл юр ҫине хурса тытрӗ те пӑрлантарса яракан сивӗ ӑна калама ҫук килентерчӗ. Анчах акӑ кӗтӳҫ пулассине пӗлсе калани чӑна тухма тытӑнать. Унсӑр пуҫне тата пирӗн авланакан ҫынсем вӑрттӑнлӑха ӗненме ҫеҫ мар, хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те ним вырӑнне хумаҫҫӗ пулсан; чиркӗве те венчете пӗр-пӗр хӗрарӑма хӑйӗн тӑвас тӗллевпе ҫеҫ каяҫҫӗ пулсан — шухӑшлӑр-ха эсир, ҫӳлте каланӑ ҫав вак-тӗвексем кун пек чух мӗнле хӑрушӑ пӗлтерӗшлӗ пулса тӑраҫҫӗ! Анчах савӑчӗ хӑй пытарса усракан кӗтесре пулман. Джордж, ывӑлӑм, вӑран-ха, доктор Ливсине карап ҫине улӑхма пулӑш. Герцог ал пачӗ, эпир Джимпа ҫакӑншӑн питӗ савӑнтӑмӑр. Ҫак вӑхӑтра Катя пӳртрен тухманни те тӗлӗнтерчӗ мана. — Епле апла? — тӗлӗнсе кӑшкӑрсах ячӗ Алексей. Ӗнтӗ унта чупасшӑнччӗ, анчах куратӑп — хӑв килетӗн. Ҫак дневниксем ҫинчен эпӗ час-часах шухӑшлаттӑм, юлашкинчен маншӑн вӗсем темле хулӑмскерсем пек, хура клеенкӑран тунӑ хуплашкаллӑскерсем пек туйӑнма пуҫларӗҫ. Асаилӳсем капланса килчӗҫ… вӑл вӗсен ӑшне путрӗ. — Акӑ тата… калӑн эсӗ — уйӑха! — именчӗ дворник. Сире пурне те курӑнмалла ҫӳллӗ юпа лартса хурасчӗ, вара эпӗ ҫав юпа ҫине улӑхса кайӑттӑм та ай-ай ҫирӗп сӑмахсемпе ятласа тӑкнӑ пулӑттӑм сире!..» Ӑҫтан тупма пултартӑр-ха вӑл ун чухлӗ ылтӑн? Кухня вучаххине чи авалхи майпа тунӑ: пӳрт варринче пӗр чул выртать, вӑл вучах вырӑнӗ пулса тӑрать, унӑн тӗлӗнчех маччара тӗтӗм тухмалли пӗр шӑтӑк пур. Паллах ӗнтӗ, вӑл мана пырса тивет, мана тивме те кирлӗ. Епле пӗлес мар-ха, хӑй вӑхӑтӗнче эпир унпала лайӑхах паллашнӑччӗ, тен, татах та тӗл пулӑпӑр-ха. Манӑн ята тата эпӗ мӗнле йӑхран иккенне ыйтса пӗлчӗҫ. Хупахран кӑна хӑйӑ ҫути курӑнать, тата ҫӗрлене юлнӑ ӳсӗрсем ҫухӑрашни илтӗнет. Анчах хальхинче те пӗчӗкки, асламӑш аллинче ҫывӑраканни, шӑв-шава пула вӑранса кайрӗ те йӗрсе ячӗ. — Мӗн? — Эсир унччен манпа пӗр пытармасӑр, калаҫаканччӗ, — кӑштах ӳпкелесе каларӗ Елена. — Ай, мӗнле инкек пулчӗ! — терӗ Яша, кӑтра ҫӳҫне силлентерсе. Эпӗ халӗ пӗччен, ҫавӑнпа та мана питӗ намӑс. Атя хула Совечӗн пленумне кайса килер. Мӑйӗ ҫинче паллӑсем пур. Килтен тухса кайиччен, аннерен уйрӑличчен тата мӗскӗн Карл Иваныча кӳрентериччен, эпӗ ӗмӗрех вӗренӗттӗмччӗ. Пирӗн космос ракети ҫеҫ, ҫав ҫипе татса, Хӗвел орбити ҫине тухма пултарчӗ. — Василий! Унран нумайранпа ӗнтӗ нимӗнле сӑмах та илтмен, ҫавӑнпа та вӑл халь пухура калама тытӑнсан мӗнпур козаксем шӑпах пулчӗҫ. Вулакана эпӗ кӑмӑл тусах ҫакна шута илме ыйтатӑп: малалла эпӗ хамӑн хуҫапа нумай вӑхӑт хушши калаҫса ларнисем ҫинчен кӗскен те пулин каласа паратӑп, хам каласа паракан япаласемпе ӗҫсем ҫав калаҫусенче тӗп вырӑн йышӑнса тӑнине малтанах асӑрхаттаратӑп. Фабрицци патӗнче пулнӑ пӗр пухура вӑл юлашки вӑхӑтра Римра пулнӑ реформӑсенчен тӑрӑхласа кулнине итлеме питех те йӗрӗнмелле пулчӗ. — Эпӗ те ҫавнах ыйтатӑп ӗнтӗ: эсир вӑл пӗр пуса пирӗн ҫумрах хӑварӑр. Модӑпа ҫӗлетнӗ ҫӗнӗ шӑлаварӑм тата ҫири сюртукӑн йӑлтӑркка тӳмисем ҫине пӑхса илтӗм те ҫапла ответлерӗм: эпӗ «Роброя» вуламан, анчах мана итлеме питӗ интереслӗ пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗнекене пуҫламӑшӗнчен мар, варринчен пуҫласа вулама ытларах юрататӑп. Уэлдон миссис ӳпкелешмерӗ, ишеври чӑрмавсене тӳсӗмлӗн чӑтрӗ. Наталья, хӑй темшӗн айӑплӑ пулнӑ пек, ҫӗрелле пӑхрӗ. Валя темскер каларӗ, ҫавӑншӑн ӑна утлӑ жандарм пӗтӗм вӑйӗпе саламатпа питрен ҫапрӗ. — Хӑвах шухӑшла эс, шарлаттан! Эсир ҫакна киревсӗр япала тетӗр. Кашни ҫын пичӗ савӑнӑҫлӑ, кашни ҫын утти патвар. — Малтан тӗплӗн шутламалла, унтан ӗҫне тумалла, — тавӑрчӗ Дик Сэнд. Вӑл шарламасӑр, хускалмасӑр ларнӑ, кӑкӑрӗ анчах йывӑррӑн, тикӗсмаррӑн хӑпара-хӑпара аннӑ. Куна эсӗ чӑн калан, шанма пулать! Виҫӗ исландец, гагарӑсем тытма ҫӳрекен сунарҫӑсем, Ганс пекех сӑмах ваклама юратманскерсем пулчӗҫ, вӗсем пӗр сӑмах та калаҫмаҫҫӗ, васкамасӑр ҫиеҫҫӗ. Мэри кӑшкӑрашнине илтсенех, ураран ҫапнӑ пекех, Грант капитан хӑйӑр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. — Гайнан! — кӑшкӑрса чӗнчӗ ӑна Ромашов. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем: «Тавӑратпӑр» тесе тупа турӗҫ. Икӗ хут сиксе ӳксе, эпӗ ҫи витти хӗррине ҫитсе тӑтӑм, унтан тепре яшлатрӑм та — эпӗ тӑкӑрлӑкра! Вӗсенчен пӗрин аллинче ача пурччӗ. — Якилиша инке, уҫ-ха! — аран сывлӑш ҫавӑрса ыйтрӗ Марийка. — Эпӗ курнӑ ӑна, — тенӗ секретарь. Анчах Иван Никифорович алӑк хушшине хӗсӗннӗ те, ни чӗрӗ, ни вилӗ тӑрать, малалла та, каялла та пӗр пусӑм тӑваймасть. Пӗррехинче вӑл ӑна ҫапла каларӗ: — Телейсӗр ҫав эпӗ: нумай утма пултараймастӑп, эпӗ ватӑ ӗнтӗ. — Итлесем, — пуҫларӗ Шурочка, Ромашов ун сӑмахӗсене илтсе те мар, сӗмлӗхпе кӑна туйса, тавҫӑрса илчӗ. — Эпир унта мӗн тупассине пӗлместӗп эпӗ. — Ҫав ҫара ҫерҫисем пулман пулсан, эпӗ ҫулне тупма пултараттӑм. Ҫав танкетка пӗтем тавралӑха ҫитсе ҫаврӑннӑ, вӑл пире телевизор витӗр Тӑвӑллӑ Океанӑн ҫак районти тӗрӗс карттине кӑтартса тӑчӗ. Ҫавӑнпа эпир кунта анса ларма майлӑ иккенне пӗлтӗмӗр те юриех ҫакӑнта анма тӑрӑшрӑмӑр. Анчах хама мӑнаҫлӑн пӑхнине хирӗҫ эпӗ те пуҫӑма усмастӑп. Ҫав вӑхӑтранпа вӗсем пӗрехмай унтан мӑшкӑлласа йӗкӗлтеҫҫӗ, вӗсем ытти ҫынсене те хӑйсен сӗнӗвӗсем тӑрӑх ҫакнашкал ӗҫ тума хистеҫҫӗ. Вӑл пирус тивертсе ярать. — Петькӑран ҫыру пур. — Тӗслӗхрен? — тесе ыйтрӗ те Шубин калаҫма чарӑнчӗ. Халех сана хӗрарӑмсем иккӗмӗш хут кӳпкеме пуҫлаҫҫӗ!.. Санаторине пырсан иккӗмӗш кунӗнче, каҫаллапа, Алексей Зиночка патне канцелярине пырса кӗчӗ. Эсӗ вӑл, тӑванӑм, кӑшкӑркаласа халӑх хыҫҫӑн чупатӑн: «Эх, мӗн тери лайӑх ертсе пыратӑп эп». Константин куҫне сӑтӑркаларӗ те вут ҫине пӑхрӗ, кулса ячӗ. Тепӗр кунне вӗсем Базаровпа … хулине тухса кайрӗҫ. — Юратнӑ Увар Иванович, — терӗ вӑл: — манӑн ҫывӑрас килет, эпӗ ывӑнтӑм, — вӑл каллех кулса ячӗ те ун ҫумне, кресло ҫине ӳкрӗ. Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ стрелоксем тавӑрӑнассине кӗтсе илтӗм те вара мистер Мориса ним хӑрамасӑр шанчӑклӑ хуралпа пӑрахса хӑварма пултартӑм. — Ҫуррипе виҫҫӗ, урӑх пӗр пус та катӑк мар.. Халӗ ӗнтӗ Джемма сӑмах хушмарӗ, вӑл шӗвӗр пӳрне чӗрнине пӑртак ҫеҫ ҫыртса, куҫӗсене айккинелле пӑрса, шухӑша кайрӗ. Эсир нимӗн те хускалмастӑр — эсир ҫаплах пӑхатӑр: чӗрене мӗн тери хаваслӑх, лӑпкӑлӑх та кӑмӑллӑх капланса тулнине сӑмахпа каласа пама та ҫук. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑй мӗн-мӗн тунине те чухлайми пулчӗ. Шубин пуҫне ҫӗклерӗ. Вӑл Роберта алӑран тытрӗ те:— Тусӑм, эсӗ чӑнласах аҫу сассине илтрӗн-и? — тесе ыйтрӗ. 2000-мӗш ҫул, апрелӗн 43-мӗшӗ. Паянхи кун — питӗ чаплӑ ҫӗнтерӳ кунӗ! — Енчен вӑл леш енне каҫса кайнӑ пулсан, шыраса тупсах лартса кил. — Каятӑп. Ун ури айӗнчи картлашка хӑмисем авӑнаҫҫӗ… Мӗнтен луччӑрах? — Апла иккен, сӑмаха вӑл кутӑнла ҫырса хунӑ иккен! Салтак тӑна кӗчӗ, тетреллӗ куҫӗсене уҫрӗ, ахлатса ячӗ. Вӗсем час-часах ман пата епле пулсан та ҫывӑхарах пыма, упӑтесем пек эпӗ мӗн-мӗн тунисене тума тӑрӑшатчӗҫ. Хӑй вӑл питӗ ҫӳллӗ, ҫиллӗ тата окорок пек сарлака та шуралнӑ, анчах ӑслӑ та кулса тӑракан пит куҫлӑ ҫын. Мӑнтарӑн хӗрачи! Хӑйне те инкек кӗтсе сыхласа тӑнине пӗлмерӗ ҫав вӑл. Тӗрӗс калатӑп-и, хӗрарӑмсем? Вӑл ытла хӑйне хӑй шанать, сасси те унӑн кӑмӑллӑ мар, кӑра. Эпӗ хама шыв юхӑмӗ Мул утравӗн кӑнтӑр-хӗвеланӑҫри ҫыранӗ хӗррипе илсе пынине куртӑм. Ҫӳлтен аяла ҫитиччен тӳмеленӗ кӑвак пиншакӗ унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем ҫинче туртӑнса тӑрать, хуҫине вӑл тӑвӑртарах курӑнать. Оля ҫар тумӗпе ӳкерӗннӗ. Гимнастёрка, портупей, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ, гварди значокӗпе отличник-сапёр значокӗ те — ҫаксем пурте ӑна килӗшнӗ. Астрономсем тӳсеймесӗр кӗтекен 1909 ҫул тинех акӑ ҫитнӗ. Пӗтӗм тӗнчери телескопсем Марс ҫинелле пӑхнӑ. Вӑл Андрей ҫине нумайччен, куҫне илмесӗр пӑхса тӑчӗ, — унӑн хура куҫӗсенче хӗвел ҫути те, пӗлӗт сӑнарӗ те, ҫывӑхранах вӗҫсе иртсе каякан хӗрлӗ ҫулҫӑсен мӗлкисем те вӗлтлеткелесе илеҫҫӗ. Тускубӑн тимлӗн тинкерсе пӑхакан куҫӗсем тухса тӑчӗҫ. Ҫанталӑк лайӑх мар тӑнӑ чухне, вӑл мунча хутнӑ шӑматкун чухне кӑна пӑсӑлмасан, пире тата лайӑхрах туйӑнатчӗ. Хӗрарӑмсен пусӑрӑнчӑк сассисем хуллен илтӗнеҫҫӗ. Ман шухӑшпа, нимле швец та, тӗнчери нихӑш патшалӑхра та ҫакӑн пек тума пултараймасть. Ун умӗнченех, ҫывӑхранах осколка уласа иртрӗ те траншейӑна пырса ҫапӑнчӗ. Ровоама хаджи чӗлхи кӗҫӗтсех тӑратчӗ пуль ҫав хӑй шухӑшне каласа кӑтартмашкӑн. Тоня Павела хӑйӗн пӳлӗмне илсе кӗрсе, ӑна хӑйӗн кӗнекисене, учебникӗсене кӑтартрӗ. Вӗсем те ҫӗр ҫумӗпех вӗҫсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӗсем ҫумкурӑкӗпе хупланнӑ уйри ҫул тӑрӑх тӑсӑлакан тусан ҫинелле вӗҫни паллӑ пулнӑ. Жухрай, тӑрса, коридора телефон патне тухрӗ. Мана мӗн? Ответне илме ыран, шӑп ҫак вӑхӑтра килетӗп. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сиртен: ҫав ҫӑлӑнӑҫа эсир мӗнле хакпа туянни ҫинчен шухӑшласа пӑхма ыйтатӑп. Сывӑ пулӑр, сывӑ пулӑр… Вӗсен те музыка сисӗм-туйӑмӗ пур теҫҫӗ. Хӑйне хӑй мӗн май килнӗ таран хӑюллӑ, именмесӗр тыткалама тӑрӑшать, анчах ҫакӑ ҫын кӑмӑлне каймасть пулсан, ӑна хӑвӑрт сиссе илет те ун пек пулма ҫавӑнтах пӑрахать; тумтир таврашне пӗлсе тумланать: тӳмеллӗ ботинкӑ тӑхӑннӑ, йӑлтӑркка галстук ҫакнӑ. Ют ҫӗршыв ҫыннисем Парижра пурте ҫавӑн пек тумланма вӗренеҫҫӗ. Йытӑ пекех алла вӗренсе ҫитнӗ ачаш упа ҫури картишӗнче вунвиҫӗ уйӑх чупса ҫӳренӗ, кухньӑна кӗрсен, кайри урисем ҫине тӑрса, хуллен мӗкӗрсе, кулӑшла куҫӗсене мӑчлаттарса, ҫӑкӑр ыйтнӑ. Эпӗ ак нимӗнех те туман. Челкаш астуса илчӗ… Хам хуҫана эпӗ пӗлетӗп, вӑл хӑй шӑлнӗпе пӗрле анне патӗнче хӑнара пулкаланӑччӗ, шӑлнӗ унӑн ҫинҫе сасӑпа темле кулӑшла:— Андрей-папа, Андрей-папа! — тесе ҫухӑрса ҫӳретчӗ. — Андрей Петрович — терӗ вӑл, — эсӗ ман ҫинчен мӗн шухӑшлас тетӗн, ҫавна шухӑшлама пултаратӑн. — Темиҫе ҫул каялла тетӗр эсир? — пӳлчӗ ӑна Гленарван. Шӑтӑкӗ чылай пысӑкскер, тарӑнӑшӗ витре ӑшчикки чухлӗ, анчах унтан сарлакарах, аяккисене пӗтӗмпех тӗрлӗ тӗслӗ кантӑк катӑкӗсем тата чей чашки катӑкӗсем хурса купаласа лартнӑ. Вара савӑнӑҫлӑн шутласа татрӗ: — «Пурӑнах! Сӑмах май каласан, ман ҫине питех ҫаврӑнса пӑхмаҫҫӗ: эпӗ вунпилӗк ҫулта ҫеҫ-ха, экзаменччен тата тепӗр ҫул юлать. Егорушка вара, ларкӑч ҫинче аран-аран ларса пыраканскер, йытӑсен куҫӗсемпе шӑлӗсене курса, лайӑх ӑнланчӗ: ӳксе юл ҫеҫ ҫакӑнта, ӑна самантрах ним юлми татӑкӑн-кӗсӗкӗн вакласа-ҫурса пӗтернӗ пулӗччӗҫ. Шӑллӑ хӗр! Ыран та тухма сӑмах пани ӑна пуринчен ытла канӑҫ паман: вӑл ӗнтӗ хӑйӗн тупа тунӑ сӑмахне, тен, тытмасан та юрамӗ-ши, тесе шухӑшла пуҫланӑ. Асӑрханарах, Максимыч, тен татах сиксе кайӗ… Вӑл ҫавӑн пек шут тытнӑ. Сыхланса, ерипен малалла кайса, Зеб вара капитанпа пуҫсӑр юланут хирӗҫ пулнӑ тӗле пырса ҫитнӗ. — Нагульнов вара? — ыйтрӗ хуҫа. — Эпӗ туятӑп вӗт — пурӑнма ҫав тери аван! — Ну, ҫаплах, ара, шуйттан!.. ҫав ҫырусенче эсир Александра Петровна еркӗнӗ пулни ҫинчен каланӑ тата… ух, мӗнешкел йӗксӗклӗх!.. Эпӗ, калле-малле уткаласа ҫӳрерӗм те, татах урапа патне пырса тӑтӑм. Лётчик каллех ним те тавҫӑрса илеймесӗр, палӑрмаллах шикленсе пӑхрӗ ун ҫине. Минутлӑха тух-ха, — тесе чӗнчӗ. Э? Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсен ҫеҫ ӑна ҫынпа ырӑ пулма, ҫынӑн сисӗм-туйӑмне ӑнланса илме сӗнес кӑмӑл пур. Пӗр ҫур сехет хушши эпир пӗр-пӗрне вӑрҫса тӑтӑмӑр. (Эпӗ ӑна — вӑл хӑй тухса килесси ҫинчен мана пӗлтерменшӗн, вӑл мана — хӑйӗн ҫыруне илмесӗрех тухса килнӗшӗн). Э-эх, каҫарма пултарсанччӗ эпӗ! — Батарея командирӗ вара каллех пӳлӗм тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ. Фрося ӑна ман ҫинчен каласа панӑ пулмалла, паллах, ытлашши мухтанӑ ӗнтӗ: Корчагин эпӗ пымассерен кӑшт палӑрмалла йӑл кулса илет. Вилсе тертленме пӑрахнинчен, ун хальхи пурнӑҫӗнчен мӗне те пулин авантараххине кӗтни тӗлӗнмелле ӑссӑрлӑх пулнӑ пулӗччӗ. — Анчах — эсир ан ҫилленӗр, эпӗ тӗрӗс сӳтсе-яватӑп, пирӗн миллион ҫынсем те ҫавӑн пекех шухӑшлаҫҫӗ, анчах — каласа пама пӗлмеҫҫӗ… Ӗҫе пит шухӑшласа тӑвать вӑл, факт! Тая ӑна калама памасть. Санӑн та, манӑн та пурӑнӑҫсем савӑнӑҫлах мар. Ах, мур илесшӗ, мӗн тумалла-ха?!» — тем пекех хӑраса кайнипе куҫне хупса шутларӗ вӑл, ҫамки, янахӗ, майӗ ҫине сивӗ тар тапса тухнине те туймасӑр. Анчах ман пата юрату ҫитсе тӑчӗ акӑ. Кукамай ҫывӑрмалли пӳлӗмре Володя хӑй патне кӗрсе тухасса кӗтетчӗ (унӑн кашни бал умӗн хӑй патне чӗнсе пехиллес, пӑхса тишкерес тата ӑс вӗрентсе калас йӑла пурччӗ). Хальхи вӑхӑтра лайӑх сиплеҫҫӗ. Эпӗ кресло ҫинче лартӑм, манӑн ҫӗр ҫинчен шухӑшлама та, тӳпе ҫинчен шутлама та вӑхӑт пулмарӗ. Ҫав авалхи ҫӗлен-калтасенчен чи хӑрушӑраххи — ихтиозавр. Мана кунта пӗр ватӑ кӑвак лашапа илсе килчӗҫ, лашине ман таврашри анкарти вӗрлӗкӗ патне кӑкарса хунӑччӗ, эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та, телейӗм пуррине сиснипе, ик куҫӑмран куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Питӗ ҫӗмӗрнӗ вӗт-ха ӑна!.. Ӗҫӗ кунта Геркулес итлекен ҫын пулнинче, хушнӑ ӗҫе вӑл салтак пек тӑвать, чылай ҫутӑ хурта энтомолог шӑвӑҫ, ешчӗкне лекесрен хӑтарчӗ вӑл. — Андрюха, пирӗннисем кунта тӑраҫҫӗ! Вӗсем ҫилӗсӗр, савӑнӑҫлӑн вылянӑ пек, вӑй нумаййипе ҫапӑҫрӗҫ; этем кӗлеткисен хура купи хапха патнелле кӗпӗрленчӗ, фабрикӑрисене ун ҫумне хӗстерсе лартрӗҫ; хӑмасем шатӑртатни, сатуррӑн кӑшкӑрнисем илтӗнчӗҫ: — Ҫап кукша воеводӑна! Кондрат вара кӗлтӑвакансем ӳкернӗ тӗксӗм турӑш умне чӗркуҫленсе ларатчӗ те кӗлтума тытӑнатчӗ, ҫилленчӗк турра пӗр куҫҫуль тумламӗ те ан курӑнтӑр тесе, куҫӗсене тип-типӗ пуличченех шӑлса типӗтетчӗ. Ҫапах та, ку вӑйя выляма мана, ҫамрӑк ачана, ватӑ морякпа танлаштарсан, чылай ҫӑмӑлрах. Французсем ҫинчен вӑл йывӑррӑн сывласа илсе ҫапла калатчӗ: — Сулхӑнра пурӑнаҫҫӗ… — тетчӗ. Эпӗ Савельич ҫине тарӑхса ҫитрӗм, мӗншӗн тесен аттесем ман дуэль ҫинчен никамран та мар, ҫавӑн урлӑ ҫеҫ пӗлнӗ, тетӗп пӗр иккӗленмесӗрех. Илсе кайӑр-ха мана ӑҫта та пулин лӑпкӑн ӗҫме май пур ҫӗре. Унӑн питӗнчен тинкеререх пӑхса, хӗр ҫавӑнтах вӑл мӗн шутланине ӑнланса, хуллен кулса илчӗ те, лампа хыттӑн вӗрсе сӳнтерчӗ, вара:— Алӑка питӗрес пулать, — терӗ. — Мӗншӗн? — сӑмси ҫинчен куҫлӑхне илсе, чирлӗ сасӑпа хыттӑн кӑшкӑрнӑ лешӗ. Истори! Ытла та пӗчӗк, ниме тӑман ҫын эпӗ ҫӗр ҫинче… — Итле-ха, — пуҫларӗ вӑл шӑппӑн, — эсӗ мӗншӗн йӗретӗн? Вӗлернӗ яш ачан аппӑшӗ вӗлерекен ҫын пӳртӗнче! Кубрик ӑшӗнчен пӗри те ответлемерӗҫ. Шултӑра сивӗ шыв тумламӗсем ҫул ҫинчи тусан ӑшне тирӗнсе кӗреҫҫӗ те, пӗчӗкҫеҫ пылчӑк чӑмӑрккисем пулса, ҫаврӑнса выртаҫҫӗ. — Иокуль Снеффельс! Ҫурхи ирӗн самаях сивӗ ҫанталӑкӗ пылчӑка, кӳлленчӗксене шӑнтса лартнӑ, ура айӗнчи пӑра та кӑчӑртатакан тунӑ, питҫӑмартипе алла чӗпӗтет. Анчах та вӑл, тӳрӗ те ҫӳллӗскер, ҫирӗп тӑрса, аллине вӗсем патнелле тӑсса, уҫӑ сасӑпа янӑравлӑн каларӗ: — Эпир — революционерсем, эпир пӗрисем — хушса кӑна пурӑнас, теприсем — ӗҫлесе кӑна пурӑнас йӗрке пӗтичченех революционерсем пулатпӑр. Вара ун сӑмахӗ каллех аташу майлӑ туха пуҫланӑ. Пӑрӑн-ха аяккарах, ахалӗн ӑнсӑртран кӗреҫепе тирсе илӗп те нимӗҫсем патнелле ывӑтса ярӑп тата. Ҫакӑн хыҫҫӑн фельдшер ним сӑлтавсӑрах питӗ тарлама пуҫлать, вара хӑйӗн вӑхӑчӗ ҫукки, халех чирлисене йышӑнма каймалли ҫинчен пӗлтерет. — Ҫапла ӗнтӗ, эпир пурте куҫаракансӑрах тӑрса юлтӑмӑр, — тесе пурин хаваслӑхне те чарчӗ юлашкинчен майор. Унӑн алчӑранӑ куҫӗсенчен темле сарӑ куҫҫуль юхать. Ҫав самантрах грот, шӑлтӑрмисемпе кӗмсӗртетсе, айккинелле усӑнчӗ те, эпӗ кормана куртӑм. Эй, Морган, эсӗ унпа пӗр сӗтел хушшинче лартӑн пулас? Ҫапла, вӑл Симурден умӗнче парӑмлӑ: вӑл Лантенак пуҫне пама пулчӗ, халӗ вара ҫак пуҫа Симурдена парса хӑй парӑмне кӑна тӳлесе татать. Йытӑ сӗтел тӑрӑх ҫӳренӗ, вӑл ҫырмалли сӑмаха куракансем кӑшкӑрса е шӑппӑн каласса кӗтнӗ. — Ҫапла! — терӗ Рыбин. Вӑл чӑнах та тухатмӑш-и тен… — терӗ. Мана ҫак самантрах паруссем карнӑ пӗр-пӗр кимӗ тухса, кӑнтӑр енчен вӗрекен ҫилпе уҫӑ тинӗселле ишсе тухассӑнах туйӑнать. Хӑранипе шурса кайнӑ, чӗтресе тӑракан парикмахер тытӑнчӑклан пӑшӑлтатать: — Мана агитаци саратӑн тесе айӑплаҫҫӗ, эпӗ мӗнле агитаци сарнине хам та пӗлместӗп. Ҫук, хӑйӗн шухӑшӗсене вӑл Ленӑн пӗчӗк чӗринчен илмерӗ, ун пек шухӑшсем унӑн ҫук. — А, юрӗ! — терӗ те хирӗҫ, пуҫ ҫухалчӗ. Астусах тӑратӑп-ха, пӗр каҫхине Любочка чӑтмалла мар йӑлӑхтарса ҫитернӗ пассажа фортепьянӑпа ҫӗр хут та каларӗ пулӗ, ҫав вӑхӑтра Володя хӑна пӳлӗмӗнчи диван ҫинче тӗлӗрсе выртрӗ, хаяррӑн тӑрӑхласа, кама каланине питех палӑртмасӑр, сайра хутран ҫапла мӑкӑртатрӗ: «Ай пултарать… музыка калакан ку хӗрача… Анчах Чартков умӗнче ҫакӑнса тӑракан портрета темле тӗлӗнмелле тунӑ. Иккӗмӗш залра сӗтел ҫийӗсене пуҫтарса ҫӳрекен Прохошка пассажирсем кӑшкӑрашнине илтсен, чупса пычӗ те шыв урлӑ сике-сике алӑк патне ҫитрӗ, алӑка вӑйпа тапса уҫса ячӗ. Сталинград ҫинчен ҫав тери хӑрушла сӑмахсем калаҫаҫҫӗ… Капитан ун ҫине ҫав тери тинкерсе, хӗвелпе тӗссӗрленнӗ куҫхарши айӗн ҫилӗллӗ, янкӑр кӑвак куҫӗсемпе пӑхрӗ. Анчах манӑн хам мӗнпе уйӑрӑлни ҫине, хам ларнӑ йӑран ҫине тепӗр хут пӑхассӑм килчӗ. Акӑ, манӑн Мирон инженера вӗренет, — вӗрен тархасшӑн! — Эпӗ итлетӗп сире. — Сирӗн сыснӑрсем мӗнле? — тесе ыйтрӗ Ермолай, кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн. Вӑл пӳрнипе ҫӗҫӗ ҫивӗччӗшне сӑтӑрса пӑхрӗ. Негрсем пӗтӗм тавраран килеҫҫӗ, ҫав укҫа ҫине пӗрре пӑхса илессишӗнех вӗсем хӑйсен мӗнпур укҫи-тенкине пама хатӗр, анчах тухатнӑ укҫана алӑпа та тӗкӗнмен пулӗччӗҫ вӗсем, мӗншӗн тесен ҫав укҫа шуйттан аллинче пулнӑ. Эпӗ ӑна хӗрӳллӗн чуптурӑм та пӳлӗмрен васкаса тухрӑм. Матроса ҫак ыйту шухӑша янӑн туйӑнчӗ. Вӗсем тӗлӗнсе кайрӗҫ. Тепӗр минутран пӗр пуля та тивмен Геркулес вӑрмана кӗрсе ҫухалчӗ. Асту, ывӑлӑм! Унта вара мӗн каҫченех выртрӗ. Сӑрт тайлӑмӗнче чавса тунӑ картлашка казухӑн пӗртен-пӗр алӑкӗнчен илсе кӗрет. Алӑкӗ епле тӑвӑр пулсан та темпоралес асса кайнӑ вӑхӑтсенче хӳшӗне юрлӑ-пӑрлӑ ҫилсем ун витӗр те пулин хӗсӗнкелесе кӗнӗ. Оля хӑйсем, пиншер доброволецсем, кӗреҫесемпе, киркасемпе, тачкӑсемпе ҫеҫен хирте ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫлени, ҫӗр алтса ҫӗклени, бетонласа укрепленисем туни ҫинчен ҫырнӑ. Пур ҫӗрте те ҫул… Сасартӑк вӑл юр ҫинче темӗнле тӗлӗнмелле йӗр курнӑ: вӑл пысӑк та ҫаврака ура йӗрӗсем пулнӑ. Синопа хӑйӗн кӑлтарпине аслашшӗнчен парне вырӑнне илнӗ. Анчах ку вӑт — чӑн-чӑн тамӑк, ку… вӑл мӗнне эпӗ пӗлместӗп те! Эсир мана курасшӑн, терӗҫ мана. Мӗн чухлӗ улшӑнусем пулчӗҫ унтанпа, эпӗ ун ҫинчен каласа та пӗтерес ҫук! Мӗн шуйттанла хуньӑм-ха эпӗ? Лена куҫне уҫрӗ те, ассӑн сывласа илсе, пусма тӑрӑх ӑна хирӗҫ улӑхма пуҫларӗ. — Юратнӑ пулӑттӑм… тӗрӗс, — анчах халӗ мар: халӗ ӗнтӗ манӑн вӑхӑт иртрӗ, — ҫамрӑк чухне… хӑвӑрах пӗлетӗр, ята пула лайӑх мар. Анчах ҫав тери хытӑ хупӑпа витӗнсе тӑракан тискер кайӑксене пуля мӗн тума пултарӗ-ха? Мӗн пулчӗ сана, ашшӗ, паян? — кула-кула ыйтрӗ вӑл. Падре, эпӗ ҫакна шанса тӑратӑп: эсир тупа туса сӑмах паман пулсан… Эсир авланнӑ пулсан, сирӗн ачӑрсем питех те… — Чарӑн! Эпӗ аран-аран кӑна куҫа уҫатӑп. Космос ракети шӑп та лӑп кӑтартнӑ ҫулпа вӗҫнӗ те Уйӑхран иртсе малаллах кайнӑ, вара Хӗвел спутникӗ пулса тӑнӑ. Тӑхта-ха, эпӗ кунта хамӑрӑннисене чӗнсе илем». Ҫав хура шыв ҫинчи вилнӗ ҫулҫӑсем хушшинче ҫынсӑр, кӗсменсӗр, пӗр-пӗччен, ним хускалмасӑр ларакан кимӗрен ҫав тери тунсӑхлӑх, никама паллӑ мар хуйхӑ тухса тӑрать. Хӑй табак шӑршлать пуль-ха — ку уншӑн нимех те мар имӗш, ӑна юрать-мӗн. — Паллах ҫапла пулнӑ. Ҫакӑ пулма пултарайман япала пек туйӑнать пулсан та, карап капитанӗ, ун айӑпӗпе карапсем хӑрушшӑн ҫапӑнсан, хӑвӑртрах куҫран ҫухалма тӑрӑшни час-часах пулкалать. Ҫак самантра алӑк уҫӑлнӑ та, пӳлӗме Григорий Иванович кӗнӗ. Александра Ивановна кӑнтӑр енчен тапӑнса пыракан дивизие кайма хатӗрленчӗ, юлташӗсене те, машинӑна та тупнӑччӗ ӗнтӗ, анчах ҫула тухса каяс минутра ӑна сасартӑк хулан хӗвелтухӑҫ енчи тулашне кайма сӗнчӗҫ, унта кӳрше васкавлӑн улӑштармалла тата ҫавӑнпа пӗрлех Дунай флотилийӗпе ҫыхӑнӑва майласа ямалла пулнӑ. Ниме тӑман хурт-кӑпшанкӑ ушкӑнӗ ҫакӑн пек пысӑк хуралтӑсем тума пултарнине ӗненмелле те мар, апла пулин те, ку куҫкӗрет япала: Африкӑн шалти пайӗнче час-часах тӗл пулаҫҫӗ вӗсем. — Мӗнрен кулатӑр эсир? — сиввӗн те хыттӑнрах ыйтрӗ унран Елена. Вулӑс Совечӗн шурӑ ҫурчӗ патӗнче, ура айӗнче типе ҫапӑ ҫатӑртатнӑ пек, пӗр тапхӑр пӑшал сасси ҫатӑртатса илет. Тутӑ утсем ҫине утланнӑ банда ял тӑрӑх урлӑ та пирлӗ вӗҫтерсе ҫӳрет, алӑ айне лекнӗ ҫынсене каса-каса тӑкать. Кольхаунӑн вара ҫав тӗлӗшрен ӑшне ҫунтаракан шиклӗ шухӑшсем пулнӑ. Окуневпа Клавичек кун ҫумне тата: хваттертен те кӑларса ямалла, тесе хушса хучӗҫ. Улпут майри кӑмӑла кайрӗ те — аскӑнма тытӑнтӑн». — Чӑнах та, — тесе ҫирӗплетрӗ Паганель, — вулканӗ ҫутатать, анчах сасне памасть. «Ҫывӑхарах килтӗр-ха, унта кам пурри курӑнӗ вара», — тесе шухӑшлатӑп, ҫӑкӑр юхса килне тӗлех ҫитмелле ӗнтӗ пӑрахучӗ. Ун куҫӗ куҫлӑх айӗнче ӑшшӑн та хӑвӑрттӑн мӑчлатса тӑчӗ, вӑл амӑшне салтӑнма пулӑшрӗ, ӑна питӗнчен ӑшӑ кулӑпа пӑхса каласа пачӗ: — Пӗлетӗр-и, ҫӗрле ман патра ухтарчӗҫ, эпӗ: «Мӗн сӑлтавпа-ши ку?» — тесе шутларӑм. Христофор аттепе Кузьмичов, шӗлепкисене тытса, сӑртлӑхсем енне тинкерчӗҫ… Ӑна шывсӑр типсе вилесси, мӗнпур вилӗмрен чи асаплӑ вилӗм хӑратса тӑнӑ. — Ах, тӗрӗс мар вӑл? — тесе кӑшкӑрса янӑ Марья Ивановна. — Пирӗн патӑрта прокурор вӑхӑт ҫитмесӗр ҫавӑн пек тӗпчеме пултараймасть. — Тӗрӗс, пӗчӗк тусӑм! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Анчах мӗншӗн унӑн сӑрӑ куҫӗсене куҫҫуль тапса тухрӗ-ха апла, ӑна чарас тесе, мӗншӗн куҫ хупаххисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтресе илчӗҫ? Пысӑк магазинсене хӑш-пӗрисене кӑна уҫнӑ, анчах хӗрарӑмсем кунта пӗчӗк ураписем ҫине ача-пӑча теттисемпе тӗрлӗ шӑкӑр-макӑр тавар тиесе урамсем тӑрӑх сутса ҫӳреҫҫӗ; каҫсенче ураписене ҫуртапа ҫутатаҫҫӗ, ҫуртинчен вара таварӗсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлать. Тав тӑвасшӑнах ҫӗрле вырӑн ҫинчен тӑрса, сада, ҫын ҫук ҫӗре калаҫма тухмаҫҫӗ! Речӗсем сайра пулаҫҫӗ, ҫавӑнпа та вӑл тунасене тивмест, унӑн ҫаннисем тунасен аяккипе иртсе каяҫҫӗ, ҫапла вара тунасем хушшине юр ҫуса лартать те вӑрахчен выртса юлать. Эпӗ ҫирӗплетсех калаймастӑп, анчах эпир ун чухне Вальпараисӑран инҫех мар пуласса питӗ шанатӑп. Амӑшӗ ҫынсем пурте пӗр еннелле, тимӗрҫӗ цехӗ патнелле, пӑхса тӑнине курчӗ. Унта, кивӗ тимӗр купи ҫинче, хӗрлӗ кирпӗч стена тӗлӗнче, Сизов, Махотин, Вялов тата тепӗр пилӗк ватӑрах ҫын, хисеплӗ рабочисем аллисемпе сулкаласа калаҫса тӑраҫҫӗ. — Ну, Фомка, ӑнланатӑн-и ӗнтӗ халь — ху мӗскер тунине? — ыйтнӑ Маякин. Ӑна Николай Антоныч кӑна шухӑшласа кӑларнӑ, кукамай тутанса пӑхнипех тӗрӗссине калать — лайӑх сӗт-и, начар-и… Вара арестленисем патне Ставри пуп пынӑ та, алӑк уҫса, ҫапла каланӑ: — Ачамсем, ҫӑра вӗҫҫӗн сире тытма ҫылӑх. Эпӗ сана часах шыраса тупрӑм. Ҫак вӑхӑтра ҫӗр хӑвӑлӗнчен, куҫне сӑтӑркаласа, Нэппа пӗрле пӗчӗк Джек тухрӗ. Ун сасси чӗтресе илчӗ, унтан калаҫу каллех шухӑшлӑн та лӑпкӑн юхма тытӑнчӗ. — Мӗн эсӗ? — Халь каях ӗнтӗ! — Марийкӑн тути аран ҫеҫ хускалчӗ. Ватӑ Каледонине ем-ешӗл Эринран уйӑрса тӑракан Ирландин тинӗс пырӗ сарлакӑшпе сакӑрвунӑ километр пулсан. Твид шывӗ хӑйӗн темиҫе чалӑш сарлакӑшӗпе Шотландипе Англи хушшинче унтан та тарӑн авӑр чакаланӑ. Тӳпери ҫӑлтӑрсене выльӑх ӗрчетекенсемпе ҫӗр ӗҫлекенсем кӑна мар, тинӗссенче ишекенсемпе ҫул ҫӳрекенсем те сӑнанӑ, ӑҫталла каяссине вӗсем кӑнтӑрла Хӗвел ҫине, ҫӗрле ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса пӗлнӗ. Авалхи ҫӗршывсен пӗрремӗш карттисене ӳкерме ҫынсене астрономи пулӑшнӑ. Ку мӗне пӗлтерет? Хӑйне аманма пӳрнӗ дуэль хыҫҫӑн ӑна носилкӑпа ҫӗклесе пынӑ ҫынсенчен пӗри ҫав мустангер пулнӑ. Морис Джеральд адресӗпе мексиканец мӗнле сӑмах персе яни те аса килнӗ ӑна, мексиканец Морис Джеральда юратсах кайманнине ҫав сӑмах уҫҫӑнах палӑртнӑ. Вӑрманпа утнӑ хушӑра Костьӑн темӗнле ҫӗнӗ туйӑм ҫуралчӗ. Алафрангов Михалакин лӳчӗркенсе пӗтнӗ цилиндрне Драко пуҫ тӑррине вӗҫкӗнӗн лартса ячӗ. Ҫав кратер шӑтӑкне эпӗ ирӗксӗрех пысӑк тупӑ кӗпҫи пырӗпе танлаштартӑм. Малта, ҫапӑҫу пушарӗ ҫутинче, корветӑн хура мӗлки палӑрать. Инҫетре, шыв леш енче вара унӑн сӑмахӗсем тепӗр хут илтӗннӗ пек пулчӗҫ. Киш унӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ пулнӑ, ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑй амӑшӗпе пӗччен тӑрса юлнӑ. Мартӑн 14-мӗшӗпе 21-мӗшӗччен ҫил пӗр саманта та лӑпланмарӗ, парӑс лартмалли лӑпкӑ вӑхӑт пӗрре те пулмарӗ. — Ак ҫапла-и? — ыйтрӗ Бат. Кунсӑр пуҫне тата эпир пурпӗрех Оклендалла кайма тухрӑмӑр, вӑл документра кӑтартнӑ широта ҫинчех ларать вӗт. — Епле вӑл! — кӑшкӑрса ячӗ Джули хӑйӗн хаяр сассипе. — Ҫитӗ! Пысӑк складсем. Шуйттан аташтарса ячӗ-и тен! Кӑнтӑрла тӗлӗнче кимсем пурте Таупо кӳллине кӗчӗҫ. Вӑл, хӑвӑрт-хӑвӑрт кофе сыпса, хӑйӗн сӑмахӗсене ҫирӗппӗн ӗненсе калаҫса ларчӗ: — Пуринчен ытла вӗсен тӗрмере нумай лармалла ан пултӑрччӗ, вӗсене часрах суд туччӑрччӗ! Эсир куратӑр: эпӗ вилӗ шӑтӑкӗ хӗрринче тӑратӑп, анчах ӑна та ҫавӑнта антарса яриччӗн эпӗ унта анмӑп. Вӗсем кайрӗҫ. Айтӑр! Курӑксен ҫинҫе тунисем хушшипе мӑйӗсене тӑсса хир чӑххисем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ. — А дикарьсем? — Мӗнле мӗн тума?.. Вӗсем шӑпах снайпер ирех пере-пере пӑхса тӗрӗс прицел тупнӑ ҫӳп-ҫап ещӗкӗсем тӗлӗпе иртсе пыраҫҫӗ. Вӑл кӑвак куҫлӑх тӑхӑннӑ куҫӗсене аллипе хупланӑ та хӑна килсе кӗнине те асӑрхамарӗ пулас. Унӑн сывлӑхӗшӗн! Юлашкинчен вӑл мана эпир Европа текен ҫӗршыв, уйрӑммӑнах хам тӑван ҫӗршывӑм, мӗнли ҫинчен тӗплӗн каласа пама ыйтрӗ. «Св. Мария» пӗр сас-хурасӑр ҫухалнӑ пирки пӗлтерекен рапорт ҫине тинӗс ӗҫ министрӗ мӗнле ҫырса хунине те асӑнать вӑл: «Юрать-ха Татаринов капитан таврӑнмарӗ. — Ха-ха-ха! — тесе кулса ячӗ Луиза, Флоринда унӑн ҫивӗчӗсемпе мӗнешкел курӑнассине шухӑшласа илсессӗн. Мана урапа ҫине лартрӗҫ. Енчен, Лихо вӑл айӑпа ман ҫинчен илнӗ пулсан, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар, тесе шутланӑ пулӗ эпӗ. Унашкал ӗҫре ӗмӗрне те пӳсӗрпе аптрас ҫук. Ним ҫинчен те ан шухӑшлӑр, Ромочка. Шӑтӑкран тухнӑ тӗле ҫутӑлсах кайнӑ. Час пулать те, лайӑх пулмасть вӑл, — мӑкӑртатрӗ старик. Бекки макӑрнӑ. Том ӑна валли мӗн те пулин йӑпатмалли шухӑшласа кӑларма тӑрӑшнӑ. Анчах ҫав лӑплантармалли сӑмахсене вӑл темиҫе хутчен те каланӑран вӗсем пурте хӑйсен вӑйӗсене ҫухатнӑ, шутсӑр мӑшкӑлласа кулнӑн илтӗннӗ вӗсем. Акӑ ӗнтӗ кунтах вӑл, юнашарах, саркаланчӑк кедрсемпе уртӑшӑн тӗттӗм симӗс кӳлепи хыҫӗнче кӑна. Ежов шухӑша кайнӑ, анчах пуҫне ҫавӑркалама, пӑркалама ҫаплах пӑрахман. Унта мана хупса питӗрсе илчӗҫ; ытла ирччӗ-ха, суд кантурне уҫманччӗ. Анчах ҫавнашкал юрату ӑна савнӑ упӑшкинчен уйрӑлас килменнине Аннет мадамран акӑш-макӑш чаплӑ калпак туянас килнипе ҫыхӑнтарма чӑрмантармасть, вӑл страусӑн илемлӗ кӑвак тӗкӗпе капӑрлатнӑ шлепке, Венеци бархатӗнчен ҫӗленӗ сенкер кӗпе туянасшӑн, ҫав кӗпе унӑн кӗрнеклӗ шурӑ кӑкӑрӗпе аллисене, халличен упӑшкипе горничнӑйсемсӗр пуҫне никам та курманскерсене, илем кӗртсе тӑтӑрччӗ. Эпир вара старик сӑмахне итлерӗмӗр те, чиновник пире ҫиленсе жалоба пачӗ, хут ҫырса пачӗ. Анчах халь ӗнтӗ вӑл пӗчӗк те мӗскӗн пулнӑ, вӑл — чиркӳ папӗрчӗ ҫинчи ыйткалакан пек кӑна курӑннӑ. Унӑн чӗри ҫав тери ҫемҫешке те юратушӑн пулнӑ: пурнӑҫ ӑна часах хуҫса антарнӑ. Сӗтел тӗлӗнче, маччара, табак тӗтӗмӗ ним хускалмасӑр ҫакӑнса тӑратчӗ, пурте тахҫанах тухса кайнӑ, тӑван мар атте урайӗнче ури-аллисене саркаласа ҫывӑрать. Эпӗ чӳрече патне ыткӑнтӑм. Вӑл кунта пурӑннӑ вахӑтра хӳме ҫуммипе лартса тухнӑ хурӑнсем халӗ ӳссе, пысӑк, лапсӑркка йывӑҫсем пулса тӑнӑ. Анчах чунӗнче унӑн сасартӑк мӑнаҫлӑ, чӑрсӑр та ҫиллес хастарлӑх хыпса ялтлатрӗ. Вӗсем пысӑк кӳлӗсем еннелле утрӗҫ. Вӗсен ҫулӗ ҫӗршер миля тӑршшӗ, сахал ҫынна ӑна тӑршшӗпе утса тухма май килнӗ, сахалӑшӗ каялла тӗрӗс-тӗкел таврӑнма пултарнӑ. Кӑнтӑрлахи апат умӗн хуларан автодрезина вӗҫтерсе ҫитрӗ. Ун ҫинчен Жухрайпа Аким анчӗҫ. Вӗсене хирӗҫ Токаревпа Холява тухрӗҫ. Вӑл Павела пӳрнипе кӑчӑк туртса чӗнсе илчӗ. Анчах ҫапах та кӗлтума васкамарӑм-ха, малтан ҫырӑва аяккалла шутарса вӑрахчен шухӑшласа лартӑм: юрать-ха, ҫапла пулса тухрӗ тетӗп, эпӗ чутах хама хам пӗтереттӗмччӗ вӗт, чутах тамӑка ҫакланаттӑм. Эпӗ ура ҫине тӑтӑм та йӗри-тавра пӑхса илме тӑрӑшрӑм. Мӗн каламалли! Мужиксем, Фомӑна хисеплӗн сума суса, пуҫӗсене тайса, айӑккалла сирӗлнӗ, ҫакӑн пек уҫӑ кӑмӑлшӑн ӑна, савӑнӑҫлӑн та саламлӑн кулкаласа, ырлавлӑ шавпа харӑссӑн тав тунӑ: — Каҫарса ярӑр-ха мана ҫыран хӗррине, — ыйтнӑ Фома, хӑйӗнче ҫӗнӗрен ҫӗкленнӗ хавхалану нумай тытӑнса тӑрас ҫуккине сиссе. Хӑнӑхнӑ вырӑнсенчен хӑратса янӑ ҫӑлтӑрсем пурте хӗвеланӑҫӗнчен кунталла, ҫӗрлехи ирӗклӗхелле килсе пуҫтарӑннӑ. Ҫывӑхри вӑрмансенчен сивӗ нӳрлӗх шӑрши кӗрет: кӗркуннехи йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк ҫывхарать. — Юратсам мана, телейлӗ пулӑн! — тесе кӑшкӑрчӗ те Ерошка, куҫне хӗскелесе, Оленин ҫине тем ыйтнӑн пӑхрӗ. Ҫурҫӗр енче ҫапла-ҫке: тискер кайӑка тытсанах ӑна вакласа какайне шӑмминчен уйӑрса хумалла. — Ытла ҫамрӑк-ха вӑл, — тесе хирӗҫ пӳлет амӑшӗ. Монтанелли сасси лӑпкӑ, уҫӑ тата питӗ ҫирӗп, кӗмӗл шӑнкрав пек янракан сӑмахӗсем ытла та чӗрене пыраҫҫӗ. — Слесарь, — тӳрлетрӗ Давыдов. Вӑл Павела куҫ хӗссе илчӗ те, кула-кула, малалла каларӗ. Винтсем ҫаврӑннипе пулнӑ ҫил курӑка ҫӗр ҫумне ҫапса лартрӗ, ҫамрӑк хурӑнсен тураттисем татӑлса ывтӑнас пек ҫапкаланчӗҫ. Унтан каялла таврӑнса, ҫапла каларӗ: — Шӑпланӑр, Том! — Кирлӗ мар!» Вара, карлӑкран ҫирӗппӗн тытса, кӗтсе тӑчӗ. Ыйтатӑп эп… — Ыйт-ха эппин: сӑмавар хатӗр-и? — приказ панӑ ӑна Саша. Манмалла мар кун пулчӗ вӑл. Ҫанталӑк сывлӑша пӳлес пек шӑрӑх пулсан та, нумайӑшӗ хӗрарӑм сӑхманӗсене тӑхӑна-тӑхана янӑ, сӑхманӗсене вӑрман кушак тирӗпе сӑрнӑ пулнӑ. Ответ пулмасть. Ривареса лайӑх сӑнчӑрланӑ; чирлӗ-и вӑл, е сывлӑхлӑ-и, — кирек епле пулсан та эпӗ ӑна сӑнчӑртан вӗҫертместӗп. Ҫаксене пӗтӗмпех вӑраххӑн, аран-аран каланӑ пек каласа пӗтерсен, ҫын, хӑйӗн курӑнман куҫӗсемпе пароход мачти ҫинчи фонарь ҫине тӗллесе, тӗттӗмре ылтӑн эрешмен пек шуса пынине сӑнаса пычӗ. Техасра, ҫынна ҫирӗм тӑватӑ сехет хушшинчех суд туса ҫакса вӗлерме пултарнӑ ҫӗрте, ҫавӑн пек васкани тӗлӗнмелле туйӑнма пултарайман. Ачисен чыслӑхне, тӳрӗлӗхне, хӑюлӑхне аталантараҫҫӗ; вӗсене сӑпайлӑ пулма, ҫынна хӗрхенме вӗрентеҫҫӗ, тӗн туйӑмӗсене тата тӑван ҫӗршыва юратассине аталантараҫҫӗ. Халиччен буксемпе сиреньсем кӑна пӑшӑлтатса сасӑ панӑ лӑпкӑ аллейӑсенче, кӑшт ҫеҫ каярах пулса иртнӗ калаҫусен юлашки сассийӗсем те илтӗннӗ суккӑра. Ха-ха! Ҫивчӗ хӗр, калама та кирлӗ мар ӗнтӗ; лайӑх хӗр, вӑл, ватӑскер, ӑна ҫав тери юратать: лайӑх хӗр. Бенедикт пичче те тропик шӑрӑхне тупса илчӗ, хурт-кӑпшанкӑ тытма каймарӗ — калас пулать, ҫакна тӑвасран вӑл хӑйне аран-аран тытса чарчӗ, мӗншӗн тесен хӗртсе пӑхакан кӑнтӑрлахи хӗвел айӗнче сывлӑшра тем-тӗрлӗ хурт-кӑпшанкӑ сӗрленине илтсе тӑчӗ. Хӑйӗн хускалса кайнӑ нервисем ыйтнӑ пек, вӑл вырӑн ҫинче ҫаврӑнкалама та, урисемпе тапкаланма та пултараймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл Сид вӑранасран хӑрарӗ. Ӑна пулӑшу, хӗрхенни кирлӗ… — Е эсир тискер пуласшӑнччӗ-и вара? Анне ҫав тери чипер тумланса, ҫилӗллӗн пӑхса ларнине те астӑватӑп-ха эпӗ. Ҫапах та ҫак тӗмсӗлӳ ӑна Катя патне ҫывхарма кансӗрлемерӗ; вӑл ӑна Катяпа ӑшшӑн, юлташла паллашма та пулӑшрӗ. Эпӗ вӗсем мӗн тунине пурне те ырланӑ пек пултӑм, унтан каллех, унпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма хушакан хайхи тӗлӗнмелле туйӑма пӑхӑнса, ӑна: Эсир кирлӗ кӗвӗ суйласа илме пултарассине эпӗ шанатӑп, арӑма та ҫавнах сӗнетӗп, — терӗм. Вӑл Молотов ҫине пӑхрӗ те, лешӗ, ҫак сӑмахсем кама пырса тивнине пӗлнӗ пек, кулса илчӗ. — Мӗн пулнине пӗлместӗп: тӳлесшӗн мар пулсан, хваттертен тухса кайтӑр, тет; ыран татах иккӗшӗ те килме пулчӗҫ. — Килччӗр ара, — терӗ Чартков салхуллӑн. Ольга шухӑшлӑ. — Сире тин пуҫласа ҫеҫ прери тӑрӑх ҫӳреме тивни те курӑнать. — Мӗнле чӗнсе илӗн-ха эсӗ вӗсене? — Уҫӑлса ҫӳреме кайран пулать, Гриша! — кӑшкӑрчӗ ӑна тахӑшӗ. — Ыратать вӑл — пурнӑҫпа килӗшӗве килменрен! — Мӗн усси сана улпут ачине вӗлернинче? Ун чухнехи вӑхӑтра Ле-Менкье патне ҫывӑха пыни вилӗм умӗнче тӑнипе пӗрехчӗ ӗнтӗ. Лантенак ачасене ӑҫта янине никам та пӗлмест: ҫавӑ уртарать те ӗнтӗ Париж гренадерӗсене. Пӗрисем сехӗрленсе, теприсем аптраса ӳкнӗ. Ку ҫӗршывра тӑват ураллисем ҫеҫ мар, кайӑксем те сайра тӗл пулаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та маориецсем ӗмӗртенпех этем какайӗпе пурӑннӑ. Виҫӗмкунхине вӗсем Р-па курнӑҫнӑ. Виҫҫӗмӗш бригадӑра — сакӑр мӑшӑр ытларах, ку вара, мӗнле пулсан та, тӑватӑ плуг! — О, ҫук! ҫав тери ҫилтӑман… Ученый хӑйӗн инструментне кӑтартнӑ еннелле лартса майларӗ те, анчах унта нимӗн те курмарӗ, ҫӗр тӗсӗ те ҫук. Акӑ мӗнле хака ларчӗ вӑл пире пулӑшни. Ах турӑ, мӗн тӑвӗҫ-ши ӑна? Архимед та физикӑри хӑйӗн аслӑ саккунне тупнӑ чух ҫак хӗр-манах пек савӑнса курман пуль — Ровоама хаджи ытла хӗпӗртенипе аллисене сӑтӑркаларӗ. Анчах Варя Давыдов хӑтланӑвне урӑхла хак пачӗ. Пур енче те тӗрӗкле калаҫаҫҫӗ. Ун пӳлӗмӗн пур стенисене те пульӑсемпе карас пек шӑтарса пӗтернӗччӗ. — Ну, ҫитӗ! — мӑнаҫлӑн хушрӗ Волошин. Саккӑрмӗш кругра унӑн тӑшманӗ хӑйӗн меслечӗпе усӑ курса ӑна ҫапса ӳкересшӗн тӑрӑшнӑ. Вара тӗттӗмре унӑн куҫӗсем ҫамрӑк ҫын ҫине хавассӑн та ӑшшӑн йӑлтӑраса пӑхса илчӗҫ. — Эпӗ курма та, ӗҫри ҫитменлӗхсене пӗтермешкӗн пулӑшма та тивӗҫ, сана чӗререн кӑмӑлланипе ҫакна таватӑп та эпӗ, Ҫемен. — Ҫук, унта пысӑк уйрӑмлӑх пур. Вӗсен урисене ҫыхнӑ, аллисене нихӑшӑнне те ҫыхман. Кайран, камфорӑпа тата кислородпа усӑ курнӑ хыҫҫӑн, Комиссарӑн аллинчи юн тымарӗ йӗркеллех тапма тытӑнсан, дежурнӑй врачпа Василий Васильевич ирччен ҫывӑрма кайрӗҫ. Вӑл урса кайнӑ Коимбрӑна лӑплантарчӗ те, лешӗ аран-аран ҫӗртен тӑрса хӑй вырӑнне, чура сутуҫи ҫумне таврӑнчӗ, Остина чӑмӑрӗпе юнаса хӑварчӗ. Ку та мар! Ҫапла ӗнтӗ, ку — сирӗн ӗҫ. Елена пуҫне ҫӗклесе ун ҫине пӑхрӗ. — Килте пулнӑ пулсан, эпир иксӗмӗр ытларах усӑ кӳнӗ пулӑттӑмӑр! — ответлерӗ Горева. — Тӳррипех каласа пар ӗнтӗ мана, эсӗ ӑна юрататӑн вӗт? Хӗрарӑм, лайӑх эрех пекех, ӗҫлес килнине те, юратас килнине те ҫӗклентерсе тӑнӑ; хӗрарӑмӗ хӑй те, ҫамрӑк ҫын чуптунисемпе, тепӗр хут яшланса кайнӑ. Вӑл эпӗ суйманнине чухласа илчӗ. Ну, мӗнле хуйхӑ-инкек унта санӑн? Кондор ҫӗр ҫинче мӗн курчӗ? Ман кӑмӑл паян янӑраса тӑрать, санпа ахлатса ларма пултараймастӑп… ҫитменнине, ахлатасси те — сысналла сан… — Юрать, Элен, эпӗ ҫапла тума тӑрӑшӑп. Аппарат ӳкнӗ тӗлтен чылай инҫетре, Мичиган кӳлли хӗрринче, ҫынсем ӳлекен-кӗрлекен тӗлӗнмеллерех сасӑ илтрӗҫ; нумай-нумай ҫав ҫынна, — кимӗпе ярӑнакансене, ресторан е кофейня уҫӑ террасисенче ларакансене, теннисла, гольфла, футболла вылякансене, ӑшӑ тӳпене хут ҫӗлен яракансене, — кану кунӗнче симӗс ҫыранпа, ҫӗртме уйӑхӗнчи ешӗл ҫулҫӑлӑх чӑштӑртатӑвӗпе киленме тухнӑскерсене пилӗк минутлӑх ҫав шав самаях аптӑратрӗ. Пилле. Никодим атте рясӑн хура ҫанни ӑшӗнчен курӑнакан вӑрӑм аллипе пиччӗшӗн чӑмӑртанса хутланнӑ аллисене аяккалла сирчӗ те хуллен, савӑнмасӑр:— Кӗтменччӗ, — терӗ. Туйипе келья еннелле сулса илсе, вӑл пиччӗшӗ умӗнчен утрӗ, хӑй сиккеленсе, кукӑр урисене темле чалӑштарса, пӗр аллине кӑкри ҫинче, чӗре тӗлӗнче тытса пычӗ. — Ватӑлнӑ эсӗ, — именсе асӑрхаттарчӗ Петр. Клисурӑ ҫыннисем умӗнче хӑйне лӑпкӑрах тыткаланӑ пек кӑтартма тӑрӑшрӗ, чӗри хӑйӗн ҫав вӑхӑтрах юнпа имрелчӗ, вилеймен чун пек тапкалашрӗ. Вӑл хӑйне хӑй тивсе кайрӗ. Ӑҫтан ӗненӗн ҫав Антон Пафнутьичӑн, хӑравҫӑн, суеҫӗн сӑмаххине: учитель ҫаратма тапӑннине вӑл тӗлӗкре курнӑ пулӗ. Юрать-и? — Златопольский мистер килте-и? — Кам вӑл? Анчах чӳрече хупӑнчӗ ӗнтӗ, тӗттӗм кантӑк хыҫӗнче нимӗн те шуррӑн курӑнмарӗ. Эпӗ Мориса ҫав пӗчӗк хӑрушлӑхран хӑтартӑм вара. Ӑна хирӗҫ никам та чӗнекен пулмарӗ. Сӑрт тӳписенче мӑкӑрланса тӑракан шурӑ тӗтӗм ҫӑмхисем пӑлхавҫӑсем ӑҫта вырнаҫса тӑнине пит лайӑх кӑтартать. Ун ҫулне типӗтме, тӗпӗнче масар шӑтӑкӗ чавма шыва урӑх ҫӗре пӑрса ямалла; пытарнӑ хыҫҫӑн пӗчӗк шыв унчченхи вырӑнтанах юхӗ. Эс паллатӑн пуль Варя Трофимовӑна, вӑл Катьӑна самолетпа ӑсатнӑ. Кичемрен — юрать. Матрос кӗсменӗсене пӑрахрӗ, аллине кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытрӗ те:— Эпӗ сире вӗлерес тетӗп, — тесе тавӑрса каларӗ. Пуҫ пулмалла-ҫке ӗнтӗ ҫынсен, мур илесшӗне!.. Хамӑнне эпӗ Таганрогра ҫухатрӑм, тен, ӑна вӑрларӗҫ пуль. Ман ят ҫук! Вӑл перӗнсе вилнине эпир ырламастпӑр, факт, анчах вал тӗнчери контрреволюципе кӗрешсе вӑй хунӑ ӗҫе эпир вӗҫне ҫитеретпӗрех!» — тейӗ. Эпир кирлӗ телте чавмастпӑр пулмалла. Вӑл патшара нумаях ларайман иккен, мӗншӗн тесен ӑна пӑхӑнса тӑракансем ыр-кӑмӑллах пулман. Эпир суранлисене ҫыхма тата апат хатӗрлеме тытӑнтӑмӑр. Яхта ҫинче пулмалли пассажирсене пӑхкаласа тухас тесен, тата Мак-Набс майора асӑрхаса хӑварма тивет. Пурпӗрех уруна татаҫҫӗ. Купец, ват гражданин, патшалӑх ҫынни — кашниех хӑй ӗҫне ҫӗнӗ вӑйпа хутшӑнтӑр. — Пакша-и? — Вӑл чӑпӑк шӑтӑкӗ витӗр лампочка ҫути ҫинелле пӑхрӗ те, пуҫӗпе сулкаласа илчӗ. Эпӗ сиен кӳнӗшӗн ҫуррине тӳлеме килӗшетӗп, анчах ытла мар. — Тӗрӗс! — темиҫе сасӑ пӗр харӑс янӑраса кайрӗ кун хыҫҫӑн. Ҫав тери килпетлӗн, итлеме те кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа манӑн ӑна тата ытларах суяс килсе кайрӗ — тата тепӗр хут каҫару ыйттармалла пултӑр. Малта ҫуркуннехи кӗске пальто тӑхӑннӑ хӗрарӑм: ҫул урлӑ васкаса пырать. «Атте каялла ҫаврӑнса пӑхсан, — Шухӑшларӑм эпӗ, — пӗтрӗм…» «Рихтгофенсем» пирки ҫак паттӑрла сӑмахсене вӑл, паллах, пуринчен ытла хӑйӗн кофине ӗҫсе яма пуҫланӑ Алексее мар, хӗршӗн каланӑ, — лешӗ, чечексемпе тӑрмашнӑ хушӑрах, вӑхӑтран-вӑхӑта хӗрлӗ питлӗ те илемлӗ Петров ҫине пӑха-пӑха илнӗ. Женя сиксе тӑчӗ те, ҫӳҫне хыҫалалла ярса, пӗркеленсе пӗтнӗ сараппанне тӳрлетрӗ, яма ӗлкӗреймен телеграммипе ҫӑраҫҫине сӗтел ҫинчен илчӗ те тухса чупма шутларӗ. Анчах та сӗтел ҫинчех вӑл тепӗр хут татӑкӗ выртнине асӑрхарӗ. Тен, эсир эволюционист? — Часрах, тетӗн, — сана хӑвна часрах качча парасчӗ-ха кунта… — Епле апла — ҫук? — Ҫаплах ара, ҫукки ҫуках ӗнтӗ… Шӑпах ҫакнашкал кун манӑн сунарта пулма тӳр килчӗ. Кама юратӗ-ши вӑл?» Ун пек чухне мӗн тунӑ пулӑттӑн эсӗ? — Мӗншӗн «пусарса лартмалла»? Тертлӗ кун Акӑ мӗн ҫырначчӗ ҫав статьяра: 1. Базаров сӑн-питне пӗркелентерсе илчӗ. Ирӗклӗ хӗрарӑмӑн пӗчӗкҫӗ те тӗксӗм кӳлепинче йӗрӗнчӗкки нимӗн те пулман; анчах унӑн сӑн-пичӗ ҫын кӑмӑлне кайман вара. Унран ирӗксӗрех: «Мӗн эсӗ, выҫӑ-и е тунсӑхлатӑн-и? Е хӑратӑн-и? Темиҫе минут хушши пӗри те пӑшӑлтатни пулмарӗ. Старик тем пӗлет пулмалла, ҫавӑнпа та Давыдов уҫҫӑн калаҫма шутларӗ. Пӗрремӗш чи ҫӑмӑл мелӗ вӑл ҫакӑ пулать: король вӗҫекен утрава пӑлхав пуҫарса янӑ хулапа унӑн таврашӗнчи ҫӗрсем тӗлӗнче чарӑнса тӑма хушать, ҫапла вара хулапа ун таврашӗнчи ҫӗрсем ҫине хӗвел ҫутине ӳкерттермест тата ҫумӑр ҫутарттармасть, ҫакна пула хулари ҫынсен выҫӑпа аптрамалла тата тӗрлӗ чирсемпе чирлемелле пулать. Англоман критикӑна пирӗн журналистсем пекех тӳсӗмсӗр йышӑнакан ҫын пулнӑ. Хирӗҫех пысӑк хура йытӑ чупса тухрӗ те, нӑйӑклатса илсе, кушак пулчӗ тӑчӗ, унтан вара тӳрех кусен куҫӗсем патнелле сикме пуҫларӗ. Тем пекех пысӑк тав. Ман темшӗн кӑмӑл туртмасть, — хӑйӑлти сасӑпа тавӑрчӗ те Ромашов ӳсӗрсе илчӗ. — Пи-тӗ те ла-йӑх. Ҫав ҫӗр ҫинчен вӑл пирӗнпе сывпуллашнӑ чухне те каларӗ. Ефимушка — хӗрарӑмсемшӗн пурӑнать, вӑл — йӑвашскер, вӑл саншӑн — сиенсӗрскер. — Халиччен эпир вӗсене ниҫтах та хупса лартманччӗ-ҫке! Тӗрӗссипе, карап ҫинче тата пилӗк негр пур-ха. Ҫак таса чунлӑ, хастар, тӑрӑшуллӑ ҫынсем халь капитан пулса тӑнӑ ҫын мӗн хушнине пурне те тума хатӗр тӑчӗҫ, анчах вӗсем тинӗс ӗҫне ним те ӑнланмаҫҫӗ вӗт-ха! Анчах вӑл халь касмӑкри пек; пӑшаллӑ икӗ ҫынна пӗччен ӑҫтан хирӗҫ тӑрӑн? — Мӗнле парне вара ку? — мӑкӑртатрӗ Петр, анчах Алексей савӑнса кайрӗ: — Мӗн тума кирлӗ ӑна укҫа? Илекенсем хушшинче Уджиджирен, Танганьика кӳлли ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ суту-илӳ хулинчен килнӗ метиссем, арабсен чылай пуян купцисем пур. — Пурин те! Вӑл, именнӗ пек пулса, пуҫне чӗрнисемпе чавкаларӗ:— Ҫук, ку питех те тӗлӗнмелле! — терӗ. Ах, пӗри ҫех начар маншӑн: хӑрах куҫпа кӑна пӑхасшӑн та сан ҫине, анчах хӑратӑп… Казаксем, яланах тенӗ пек, таса, тирпейлӗ пурӑнма юратаҫҫӗ пулин те, кунӑн ак малти пӳрчӗ пӗтӗмпех вараланчӑк, нимӗн йӗрки те ҫук. — Пӑлхав юррине сирӗн умӑртах юрланӑ, бей-эфенди. Вӑл ун ҫинчен Антунран ыйтса пӗлесшӗнччӗ, анчах, темӗнле именнипе, ыйтма хӑймарӗ. — Лена ӑна каллех ҫырӑва тӑсса пачӗ. Вӑл ӗлӗкхи пек мар, майӗпен пускаланисем чӑнах та тӗлӗнмелле пулчӗҫ. Кардинал тӑрса, каялла утса кайсан, полковник хыҫӗнче ларакан драгун майорӗ суранланнӑ капитан енне ҫаврӑнса:— Хевти пӗтет кардинал старикӗн, хевти пӗтет! Унӑн ура, алӑ тата хул мышцисем ҫамрӑк ҫыннӑнни пекех тулса та хӑпарса тӑраҫҫӗ. Санин ҫӑвӑнма пуҫларӗ. — Иккӗмӗш карчӑк вӑл Розалия Наумовна аппӑ-шӗ, — ӑнлантарчӗ ача. Эпӗ курӑк ҫинче, сулхӑнра, ун-кун ҫинчен шухӑшласа выртатӑп, кӑмӑл питӗ ырӑ, мӗншӗн тесен эпӗ лайӑх каннӑ. — Ку урамра вӗт, Нина Капитоновна? Ав мӗнтен хӑрамалла сирӗн. Акӑ пӑхӑр ярӗ тӑслӗ витӗр курӑнакан чул. Халь ҫавӑн чухне мӗн туйнисене аса илетӗп те, хама хам манӑҫнӑ самант ҫеҫ чӑн-чӑн хуйхӑ пулнӑ пулӗ, тесе шутлатӑп. — Ҫапла, пит аван пенӗ. Ӑна ҫак ачан пӗтӗм ӳт-пӗвӗ йӗрӗнтернӗ. Аҫам киле юлнӑччӗ-ҫке манӑн… Ҫакнашкал шӑрӑхра мӗн тума кирлӗ-ха вӑл мана? Мӗн ку? Ун умӗнче ватӑ прокурор тӑрать, вӑл тармаламӑран ҫӗлетнӗ халатпа, пилӗкне ҫемҫе пурҫӑн ҫыхнӑ, хӑй ун патӗнче чухне курнӑ пекех… Тӳррипех калатӑп, уйӑх ҫирӗп маррине пӗлсе, эпӗ куншӑн чӗререн кулянатӑп. Эпӗ ирӗксӗрех ҫапла ыйтрӑм: эпир, эпӗ тата кил-ҫурт, пӗр-пӗринсӗр ҫавнашкал вӑрах пурӑнма епле пултарнӑ-ха? — вара, хыпӑнса ӳксе, ытти пӳлӗмсем те ҫавсемех-ши тесе пӑхма чупрӑм. Эппин — тӗрмене хупасса кӗтетӗн? Анчах та мана урӑххи тӗлӗнтерет. Вӑл тӑрса ларчӗ те малалла мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ. — Пире типӗтнӗ какай та, страус филейне те памаҫҫӗ пуль! Паганель сасартӑк антӑраса кайнӑ пек пулчӗ. Вӑл яланхи пекех лӑпкӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ, тӳсӗмлӗ пулнӑ. Анчах Том шикленесшӗн пулмарӗ; эпир вара кухньӑна кӗрсе виҫӗ ҫурта илтӗмӗр, Том, ҫуртасемшӗн тӳленӗ пек туса, виҫӗ цент хурса хӑварчӗ те, эпир тухрӑмӑр, манӑн хӑвӑртрах аяккалла шӑвӑнас килчӗ; Ҫапла вара, сунара «Пилигримӑн» пӗтӗм команди каять. Наукӑшӑн метеоритсем мӗнрен тӑнине сӑнаса пӗлни питӗ кирлӗ. Прокурор пурин ҫинчен те, мӗн чухлӗ калас тенӗ — ҫавӑн чухлӗ калама пултарать… Куратӑп эпӗ, Антоныч, совӗҫе ӗненместӗн эсӗ. Тӗрлӗ брошюрсем нумай вуланӑ эпӗ, ҫавӑнпа тӗплӗн пӗлетӗп, кирек кампа та автансем виҫҫӗмӗш хут авӑтичченех тавлашма пултаратӑп: социализм хыҫҫӑн пирӗн пата коммунизм килет, ун пирки сире категорически пӗлтеретӗп! Вӑл пӑшӑлтатса калаҫнине тата хуллен ҫеҫ тухакан сасса илтрӗ, ку сасса илтсен вара унӑн пӗтӗм шӑм-шакӗ вӗриленсе кайрӗ. Пурте каллех суд туса айӑпланӑ ҫынна пӑхма пуҫланӑ. Ют ҫӗршывран-и? Мӗне пӗлтерет ку? Пуринчен те малта хӑйӗн сарлака кабардин лаши ҫинче Лукашка пырать. — Сан ӗҫ ҫук! — тесе кӑшкӑрса ячӗ кукаҫей. — Комиссар, илтетӗр-и, ман патӑма комиссар хӑй килет, апат ҫиме кӗрсе тухать! Терентий Жигалов ҫӗкленсерех пӑхма шутланӑччӗ, анчах ҫав самантра тӗмӗсем хушшинчен сасартӑк икӗ патвар нимӗҫ сиксе тухрӗҫ те тӳрех ун ҫине сиксе ларчӗҫ. Эппин эсӗ те… Ольга хӑйӗн аккордеонӗпе сцена хыҫнелле кӗрсе кайни ҫинчен ачасем пӗлтерсен, Женя пачах тӗк ларайми пулчӗ. Тепрер эрнерен эпир пӑхӑпӑр, анчах халӗ — май ҫук… Софрон ывӑлӗ те, виҫӗ аршӑн ҫӳллӗш староста, пур паллӑсем енчен те питӗ ухмах ҫын, пирӗн хыҫҫӑн йӗтем ҫине пычӗ, унсӑр пуҫне тата пирӗнпе земский Федосеич — питӗ пысӑк усиллӗ отставкӑри салтак — хутшӑнса пычӗ. Федосеичӑн сӑн-пичӗ питӗ тӗлӗнмелле: вӑл питӗ ӗлӗк-авал тӗлӗннӗ те халӗ те тӑна кӗрсе ҫитеймен пек туйӑнать. Ката хӗрне тухрӑм та, мишене уй тӑрӑх уттартӑм. Пузыревский лашине малалла уттарчӗ. Ҫак йытӑсене вӑл халиччен курманччӗ-ха, Эмексиз-Пехливан йыттипе тепӗр хут курнӑҫма килмерӗ иккен-ха ӑна, ун йыттине ҫынна тапӑнма вӗрентнӗ… Том караванӑн малти речӗсенче пырать. Йӑнӑшма сӑлтавсем пур пирӗн. Ҫын ҫуралнӑ чухне ҫӑлтӑрсем хӑш тӗлте вырнаҫни тӑрӑх астрологсем унӑн (ҫав ҫыннӑн) пулас характерӗпе малашнехи кун-ҫулне малтанах каласа панӑ имӗш. Вӑл ҫакланать, кӑкӑрӗпе ҫивӗч чул ҫине ӳкет, Каролина Фогельмеер сутӑҫӑ хӗрарӑм пек кукленсе ларнӑ та: кукӑль, кукӑль, кукӑль, тесе пӑшӑлтатать, лере вара юн тӑкӑнать, хӗҫсем ялтӑртатаҫҫӗ… — Хӑрушӑ, Алёшӑна упа чавса илнӗччӗ ав. Ҫапкаланчӑка манӑн парне пит те кӑмӑлне кайрӗ вара. Эпӗ ӑна курнӑранпа ҫур сехет те иртмерӗ вӗт-ха… Пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗрес чуптуса, самозванеца пуҫ тайма тытӑнчӗҫ. Вара вӑл хӑйне хӗтӗртрӗ, намӑслантарчӗ: «Е хам ӑслӑ та тӗрӗс тесе шутлакан япалана тума хӑратӑп-и? — Мӗн ҫӗрле ҫапкаланса ҫӳретӗн вара ху? Вӑл хӑй тӗллӗн кӑна пурӑнма пуҫларӗ. Пур ҫӗрте те эпир ӗҫнӗ, ҫинӗ, эпӗ пур ҫӗрте те Иван Иваныч ҫинчен кала-кала кӑтартрӑм, каланӑ май юлашкинчен мана хама та Иван Иваныч ӗҫлемен пулсан Ҫурҫӗрти тинӗс ҫулӗсене сыхлас ӗҫ пит ӑнӑҫман та пулӗччӗ пек туйӑнчӗ. Заполярьене эпӗ ытарса илейми пӑхса ҫӳрерӗм. Эпӗ кунтан кайнӑ чухне хула ултӑ ҫулта кӑначчӗ-ха. — Илсе килӗр-ха кунта утӑ е улӑм, — терӗ Дубровский. Ӑҫта вара вӑл? Ӑҫта кайса кӗчӗ? Выльӑхсем макӑрса мӗкӗрнипе пӗрлех йытӑсем вӗрнисем, кӗтӳҫ пушши шартлаттарнисем илтӗнеҫҫӗ. Шавланӑ сасӑ сывлӑшра пӗрре те чарӑнмасть. — Кирлӗ-тӗк — кай!.. — Мӗн тетӗн, тусӑм? Эпӗ ҫырӑва уҫса пӑхрӑм: «Саня, манӑн санпа калаҫса пӑхас килет. Ватӑ кучер чӗререн парӑнни Дубровский кӑмӑлне хумхантарчӗ, вӑл калаҫма чарӑнса шухӑша путрӗ. — Лалка санӑн савнӑ тусуччӗ, вилчӗ иккен, — хурлӑхлӑн каларӗ Огнянов, — тепӗр хӗрарӑма эпӗ савса тӑраттӑм, вӑл та… вилнӗ… ман тӗле вилнӗ. — Белёвран. Ҫав тав-шавра пуринчен ытла пӑлхар полицейскийӗн ҫӑрӑлти сасси илтӗнсе тӑчӗ: «Чарӑн! Халех перетпӗр!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Вӑкӑрӗсене, сурӑхӗсене, сыснисене, ӗнисене те пуса-пуса пӑрахаҫҫӗ; ӗрчетмелӗх хӑварнисене те пусаҫҫӗ… Капла ман пек компанейски ҫын ӑсран та тухма пултарать. Хӗрарӑмсем ҫинчен матроссем, салтаксем, ҫӗр чавакансем мӗнле калаҫнине эпӗ пӗлсе тӑраттӑм, эпӗ кураттӑм: арҫынсем хӑйсем хӗрарӑмсене улталас ӗҫре ҫивчӗ пулнипе тата хӗрарӑмсемпе хутшӑнас ӗҫре тӳсӗмлӗ пулнипе яланах пӗр-пӗрин умӗнче мухтанатчӗҫ. Контрабандистсене сыхлаҫҫӗ вӗсем. Ромашов маларах курманччӗ ӑна. Озеровецсем хӑвӑртах лӑпланчӗҫ. Апат юлашкисене Маринка пӗр ҫӗре пухса чӗркерӗ те Мересьев миххине чиксе хучӗ: салтака пурте кирлӗ пулать, терӗ пулмалла ӗнтӗ. Хуралҫӑ хӗрлӗ те ӑшӑ кӑмӑллӑ чее сӑн-питне хаярлатма хӑтланчӗ; пичӗ, хӑмпӑланса, ҫавракаланса кайса, хӗрлӗ-кӑвак тӗслӗн курӑнчӗ, куҫхаршийӗсене сиккелентерчӗ, куҫне чарса пӑрахрӗ те питӗ кулӑшла пулса тӑчӗ. — Ҫав пуху хыҫҫӑн Николай Антоныч чирлесе ӳкрӗ, — терӗ Марья Васильевна Кораблева. Ах, Николенька, тусӑм! Вӑл итлерӗ те манӑн чир историйӗ ҫине темӗн ҫырса хучӗ. Вара каллех ачашласа:— Пурте лайӑх пулать, — терӗ. Эпӗ ӑна хамӑн ыйтӑва ӑнлантарса парсан, вӑл мана ним те каламарӗ, турӑшсем патне пычӗ те кӗле пуҫларӗ. Вӑл урӑх калаҫма хал ҫитереймерӗ, манран тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ те хыттӑн ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. Ҫак ҫулхине шкулта нимӗнле улшӑну та пулмарӗ. Ӗлӗкхи лядовецсемпе пестовецсем пӗр-пӗринпе яланхи пекех хирӗҫетчӗҫ, яланхи пекех пирӗн пата ҫунапа пӑтӑ илсе килетчӗҫ, ӑна вара темиҫе хут чӑркатчӗҫ. Ҫапах та эпӗ ҫав сӑмахсене хӑлхапа тытатӑп, вӗсенчен стихсем тума хӑтланса, вӗсене тем тӗслӗ те ҫавӑркалатӑп, — ҫавӑ вара кӗнекере мӗн ҫинчен каланине ӑнланма вуҫех те кансӗрлет. — Ҫук, пултаратӑп! Унран икӗ утӑмра пушар пуҫланчӗ. Ачасем йӗме чарӑнчӗҫ, хӗрарӑмсем кӑшкӑрашми пулчӗҫ, пурте, урайӗнчи ҫирӗплетсе лартнӑ япаласенчен тытса, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн сывларӗҫ. — Итлӗр! — илтӗнчӗ чартак ҫинчен Женьӑн янӑравлӑ та савӑнӑҫлӑ сасси. Тӗттӗм урамран унӑн сасси кӑна илтӗнсе юлчӗ: — Сывӑ пулӑр!.. Анчах эсӗ телейсӗр пултӑн, ҫавӑнпа та эпӗ сан вырӑнна хам телейсӗр пулма килӗшрӗм, эп ҫапла тунине эсӗ хӑҫан та пулин хака хурӑн, терӗм, хӑҫан та пулин манӑн нимӗне пӑхӑнман ачашлӑха хаклӑн, тесе шутларӑм. «Шӑп кӑна эпӗ шутланӑ пек», — терӗм эпӗ хама. — Паллах, илсе каятӑп, хӑрамастӑн пулсан. Пире ҫавӑнтах шалалла кӳртрӗҫ. Урайне ковер сарнӑ вӑрӑм коридор тӑрӑх слуга пире хуҫа кабинетне ертсе кӗчӗ. Кабинет стенисем ҫумне кӗнеке шкафӗсене вырнаҫтарса тухнӑ. Кашни шкафӗ ҫинче бюст тӑрать. Сквайрпа доктор Ливси ҫап-ҫутӑ ҫурта умне ларнӑ та чӗлӗм туртаҫҫӗ. Нормӑна тултарма май пуррине ӗҫре кӑтартса патӑмӑр пулсан, епле тухас мар-ха тата? — Сисетӗр, господин Паганель! — тесе ячӗ ачи хавасланса. Вӗсен ывӑлне — йӑлтӑртатса тӑракан Фебӑна — Хӗвел турри вырӑнне шутланӑ (грексем ҫавнах Аполлон тенӗ). Урӑхран эпӗ Джима йӗкӗлтемерӗм, вӑл аплах кӳренессине пӗлнӗ пулсан, ун чухне те унӑн пуҫне минретместӗмччӗ. — Шел-ҫке капла, — хӑй ӑшӗнче ҫеҫ каланӑ пек мӑкӑртатрӗ Нина Капитоновна. Вырсарникун, кӗлӗ хыҫҫӑн, эп унпала сан пата пыратӑп… Тепӗр сехетрен килет вӑл акӑ. Метеорологи сержанчӗ патне ҫырма ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Эпӗ пурӑнӑҫпа кӗнеке хушшинчи хирӗҫӳсене чылай хыттӑнах сисеттӗм, ҫавӑнпа вӑл мана тата ытларах та тӗлӗнтеретчӗ; акӑ ман умра чӗрӗ ҫынсем тӑраҫҫӗ, кӗнекесенче ун пеккисем ҫук. Арина манӑн ыйтӑва илтеймерӗ. — Хӗрарӑмсем, арӑмсем, ах, арӑмсем! Пурин те Киш мелне питӗ пӗлес килнӗ. Вара канаша пухӑннӑ халӑх, пуҫлӑхӗ-мӗнӗпе Киш патне тухса утнӑ. Темиҫе салтак Лосьран ҫакӑнчӗҫ. Ҫак ӗҫпе айкашнӑ хушӑра пристане пӑрахут килсе чарӑнчӗ, пӗр-ик минутранах шавласа, ахӑлтатса кулса, кӑшкӑрашса халӑх ушкӑнӗ килни курӑнчӗ. — Дмитрий Павлович, — пуҫларӗ те Марья Николаевна шухӑша кайрӗ… Ҫынсем урапасем ҫинче е виҫкӗтеслӗ площадьре, кӑвайтсен умӗнче ҫывӑраҫҫӗ. Ҫавӑн пек тӳррӗн ӗҫ тумалла-и ҫынпа? Малтанхи хаярлӑхӑн йӗрӗ те юлмарӗ унта: ҫуталса, ачанни пекех именекен пулса тӑчӗ вӑл сасартӑках. Пит те ухмах эпӗ! Ҫуран утса ывӑннисӗр пуҫне, унӑн кӑнтӑрла шӑрӑх пулнипе пуҫӗ ыратать. Ҫак сӑмахсем мӗне пӗлтернине эпӗ ҫеҫ чухларӑм; вӗсене ман пиркиех каланӑ ӗнтӗ; эпӗ мӗскӗне кӗтмен ҫӗртенех унӑн ӑраскалне каласа патӑм; инстинктӑм улталамарӗ ҫав мана: унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗнче эпӗ вилӗм ҫывхарнине кӑтартакан паллӑна тӗрӗс сӑнаса илтӗм иккен. Ҫак лава ҫулӗ тӳрӗ йӗртен сылтӑмалла та, сулахаялла та пӑрӑнмасӑр пырать. Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Камышинран килекен ҫырусем унӑн чӗринче ҫав тери тӗрлӗ тӗслӗ туйӑмсем ҫуратнӑ, — вӗсем савӑнтарнӑ, хуйхӑртнӑ, шанчӑк та панӑ, пӑлхатнӑ та, вӗсем пӗр вӑхӑтрах ӑна хавхалантарнӑ та, асаплантарнӑ та. Офицерсен станицӑсенчи пурнӑҫӗнче тахҫантанпах ӗнтӗ хӑйне май ҫирӗп йӗрке пур. Кимӗ шывсикки айӗнчи шыв чавнӑ тарӑн шырлана анса кайрӗ, шалта пӗтӗрӗнсе илчӗ те ҫӳле тапса тухрӗ. Тепӗр тӑватӑ кун хушшинче, июлӗн 11-мӗшӗнчен 14-мӗшне ҫити, Уэлдон миссиспа ун юлташӗсем таврари вырӑн сӑн-сӑпачӗ вӑйлӑ улшӑннине асӑрхарӗҫ. — Вӑл та тӗрӗс тӑвать, — пӳлсе хучӗ Базаров. Апла пулсан, вӑл чӑннипе мӗн кӗрешсе ҫӗнтерсе илнине ҫырса хуни, саккунласа ҫирӗплетни пулать. Малтанхи виҫӗ машинӑна куҫран ҫухатмасӑр, Алексей хӑй звенине ун хыҫне илсе пырса вырнаҫтарать, хыҫалтан юлашки виҫӗ машина пыраҫҫӗ. Ячейка секретарӗпе ял Совет председателӗ — лайӑх ҫынсем, хӗрлӗ партизан пулнӑскерсем, — хайхискер каллех кавлекелесе илчӗ те ҫапла хушса хучӗ: — Ҫакӑнтан ӗнтӗ вӗсем камсем иккенӗ йӑлтах паллӑ. — Ирӗк парсамӑр, эпӗ пулӑшам сире, Карл Иваныч, — терӗм эпӗ, ун патне пырса. Анчах пирӗн мӑй ҫине улӑхса ларчӗҫ пулсан, вӗсем мӗнле халӑх иккенне манмалла мар пирӗн, ӑна шута илмеллех. Анчах ӑна эпӗ хам лапчӑтса хума хатӗрленсе пурӑнаттӑм. Иккӗленме пӑхчӑр ӗнтӗ пирӗн пирки — тӳрех ҫӑварӗсене хупма лекӗ. — Ҫапла. Ӑна Тоби пичче тесе чӗннӗ. Яков Лукичӑн вунҫичӗ сурӑх та икӗ качака. Минька мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, ҫул тӑршшӗпех эпӗ ун ҫинчен куҫӑма илме пӗлмерӗм. Эпӗ урӑхла шут тытрӑм, ман ӗҫе сенатра пӑхса тухмалла-ҫке-ха, терӗ атте: анчах Мими каланӑ тӑрӑх, Авдотья Васильевнӑна ялта кичем пулнӑран, вӑл Мускава час-часах аса илнӗрен тата сывмар пек тунӑран, атте ун кӑмӑлне ҫырлахтарма шут тытнӑ иккен. Вӑл Корчагин килсен ертсе пырас ӗҫшӗн кӗрешӳ пуҫланса каясса кӗтнӗ, ҫавӑнпа, хӑйне ытах та юратаканскер, хирӗҫ тӑма хатӗрленсе тӑнӑ. Вӑл ҫамрӑк пек куҫне хӗссе пӑхатчӗ. — Чӗркуҫҫирен кӑшт ҫӳлерехрен татнӑ. Ҫӗр ҫинче козака хӑратма пултаракан вӑй пур пулӗ тесе шутлатӑр пулӗ! Ромашов кӗчӗ. — Ҫавӑнтах ҫав! Чиркӳ ҫыннисем малтанласа Коперник вӗрентӗвне ӑнланса илеймен. Лось сӗтел патӗнчен пӑрӑнчӗ те ҫуткӑҫа пусрӗ. Ҫавнашкал уява чикӗ ҫывӑхӗнче пурӑнакан поляксем нихӑҫан та курман. Эй, турӑҫӑм анчах! Пӗрремӗшӗнче Ҫӗр кӑштах хӑйӗн тӗрӗс ҫулӗнчен пӑрӑнса Хӗвел патнелле ҫывхарать; иккӗмӗшӗнче вӑл Хӗвелрен кӑштах пӑрӑнса Юпитер еннелле сулӑнать. Артём хӑй, Павел калашле, «вакбуржуаллӑ стихия еннелле куҫнине» шӑлнӗ ырламаннине пӗлет, ҫавӑнпа вӑл халь шӑлнӗ кунти пурӑнӑҫа мӗнле хак парасса сӑнать. Ку вырӑн ҫеҫен-хирти ытти вырӑнсем пекех пулнӑ, анчах та, абрексем ҫак вырӑнта ларнине пула, вӑл сасартӑк ытти мӗнпур вырӑнсенчен уйрӑлса тата темпе паллӑ пулса тӑнӑ темелле. Анчах вӑл ҫав самантрах, сасартӑк, Ольга нихҫанхи пек те мар хаяррӑн ответ панине илтрӗ: — Ан ҫыпҫӑн! — Вуларӑм. — Ҫук, пӗлетӗн. Сӗкӗнеҫҫӗ таҫталла… Анчах вӗсем юханшыв варрине те ҫитеймен, кимӗсене шыв палкаса кӗнӗ. Ҫавӑнтанпа ӗнтӗ вӑл ҫаплах, анӑра сурӑх пек, ҫаплах ҫапкаланса ҫӳрет. Яхно картус козырёкне кӑшт ҫӗклерӗ, — нӳрӗрех сарӑ ҫӳҫ кӑтрашкисем ҫамки ҫинелле тухса кайрӗҫ. Вара Томпа ун юлташӗсем темиҫе пичке сухари, консерва, типӗтнӗ аш ешчӗкӗсене пуҫтарчӗҫ. Эпӗ сире тепӗр хут асӑрхаттаратӑп: кун пек калаҫни сире ырӑ япала патне илсе пырас ҫук. Карцер мӗн иккенне пӗлтӗр ӗнтӗ, унта тепӗр хут таврӑнас теместӗр пулӗ эсир? Тумтирӗпе те питех мухтанма пултараймасть, ун ҫинче мӗн пурӗ те килте тӗртнӗ кӗпепе саплӑклӑ йӗм анчах. — Мӗнле пурӑнаҫҫӗ вара вӗсем? — Пама хуш-ха эсӗ! Станица ҫийӗн аялтанах пӗлӗт татӑкӗсем шӑвӑнса иртеҫҫӗ. «Пӗлет пулмалла эпӗ кунта иккенне». Джим пилӗк минута яхӑнах шухӑша кайса тӑчӗ те:— Ну, юрӗ, Гек, — терӗ, — тен, ку мана тӗлӗкре курӑннӑ, анчах ҫӗр ҫӑттӑр мана, кун пек тӗлӗнтермӗш тӗлӗк эпӗ нихҫан та курман. — Илтрӗм тискер кайӑк мӗнле шатӑртаттарнине, тискер кайӑк иккенне эпӗ ҫийӗнчех пӗлтӗм. — Вӑл — культурӑллӑ кил хуҫи! Ырӑ кӑмӑллӑ кӑна пулни сахал; ырӑ ӗҫ тусан… лайӑх; ку вара пурнӑҫри чи кирли пулать. — Тавтапуҫ, эпӗ каретӑра нумай лартӑм. Общество стройӗсем улшӑннӑ вӑхӑтра хаяр пек туйӑнакан ӗҫсем малашнехи пурнӑҫӑн ҫирӗп никӗсӗ пулса тӑнине вӑл хытӑ ӗненнӗ. Радуб мӑйне тӑсса пӑхсан, тӗттӗмре урайӗнче темӗнле япала йӑваланса выртнине асӑрхарӗ, вӑл Иманус иккен. Александр Владимирыч Королев кӗтесре туйин авринчи муклашкине кышлать те пуҫне ҫеҫ сулласа ларать. Кун пек тӑнпала! Вӑл ытларах илтесшӗн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл тӑшманӗ ура ҫине тӑрсанах канат ҫывӑхӗнче тытӑҫса ҫыпӑҫмалли позицине куҫнӑ. Кӗрех! — терӗ ватти. — Ҫук, каларӑн! Пурте, йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑрса, туппа пӑхма тытӑнчӗҫ. Анчах вӑл сиенлӗ пулман. Хӗрсем пурте тенӗ пекех ҫакнашкал калаҫҫӗ, хӑйсем вара пурте качча тухаҫҫӗ. Уэлдон миссис ӑна хӑй ывӑлӗ, Джекӑн аслӑ пиччӗшӗ вырӑнне хурать. Колумб, Магеллан тата ытти тинӗс ҫӳревҫисем хӑйсен аслӑ ҫулҫӳревӗсемпе ҫӗр карттине йӑлтах улӑштарнӑ. Анчах ҫынсем умӗнче те, хамшӑн хам та юри тума тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, юратса пӑрахнӑ ытти ҫынсен хам асӑрханӑ мӗнпур хӑтланкаларӑшӗсене юриех турӑм пулин те, эпӗ икӗ кун хушши кӑна, ҫав кунсенче те тӑтӑш мар, каҫсерен кӑна, хам юратни ҫинчен кӑшт-кашт ҫеҫ аса илкелерӗм, юлашкинчен вара, ялти пурнӑҫпа ӗҫсен ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине кӗрсе ҫитсен, хам Сонечкӑна юратнине йӑлтах манса кайрӑм. Нестеренко кулӑшла шӑхӑрса, пуҫне силлесе илчӗ. Анчах Том, ӑна тӗлӗнтерсе: «Эпӗ каймастӑп», — тенӗ. Кашни тирӗкри апатне пӗрре хыпса ҫисе яраттӑмччӗ, пӗр пичкери эрехе пӗрре сыпса ӗҫсе яраттӑмччӗ. Эпӗ его величествӑна тепӗр сӑлтав пирки те хам уҫнӑ ҫӗршывсене хӑй аллине туртса илмешкӗн чӑрмантарма пултаратӑп. Пансем-тӑвансем, тӗншӗн ӗҫӗр, тӗншӗн!» Сулахай аллупа ил… Чӗре патӗнчен… Ирӗксӗрех кӑмӑлӑма йывӑр илтӗм. Гленарван ҫав кунхинех Джон Мангльса телеграмма пачӗ: Дункана вӑл Глазгона илсе каясси ҫинчен пӗлтерчӗ, Кӑнтӑр енчи тинӗссене нумай вӑхӑта тӑсӑлакан экспедицине каятпӑр терӗ, ҫавӑнпа та мӗн-мӗн кирлисене нумай хатӗрлеме хушрӗ, мӗншӗн тесен: ку экспедиципе пӗтӗм тӗнче тавра та ҫавӑрӑнмалла пулӗ. Дункан пӗтӗм тӗнче тавра ҫавӑрӑнма пултарать, тесе Элен Гленарван яхтӑн тивӗҫлӗхне пӗрре те ытлашши ӳстерсе ямасть. Калама та ҫук тӗреклӗ тата меслетсӗр хытӑ ҫӳрекен суднона чӑннипех те инҫе ҫулсене ҫӳремешкӗн тунӑ. Маориецсем ӗненнӗ тӑрӑх, шӑммисене тӑванӗсем хисеплесе пытарса усрасан кӑна вилнӗ ҫын леш тӗнчере телейлӗ пулма пултарать. Тата атмосфера хӑй те, Ҫӗр варринелле ҫывхарнӑҫемӗн ытлӑ та вӑйлӑн пусӑрӑнса тӑнӑ пирки тен хӑй тӗллӗнех ҫутатса тӑма та пултармӗ-и? Ӑҫтан килнӗ тата ӑҫта кайма тухнӑ Жак ПаганельГеографиллӗ обществӑн секретарӗ питӗ аван вӗренсе ҫитӗннӗскер пулнӑ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл ҫак сӑмахсене питӗ пысӑк ӑсталӑхпа каласа пачӗ. Каласа пар-ха: мӗн аванни пур сирӗн? — Вӑл мана эсир ӑна юратса пурӑннӑ, терӗ. Дик Сэнд инҫете пӑхмалли трубана тытрӗ те, ӑна майӗпен куҫарса, хӗвелтухӑҫ енчи инҫете пӑхса ҫаврӑнчӗ. Халь ӗнтӗ, малалла кайнӑ хушӑра, темле-ҫке, вӗсем ӑна асӑрхайман та, вӑл, пӗтӗмӗшпех халран кайса, ҫӗре тӗшӗрӗлсе анчӗ. Ҫапах та Марья Кириловна, ҫак тӗттӗмре хӑй пӗлекен ҫулсемпе пырса, самантрах беседка патне ҫитрӗ; унта вӑл, сывлӑш ҫавӑрса илес те Дефорж умне лӑпкӑн, нимӗн те пӑлханман пек тухса тӑрас тесе, кӑштах тӑхтарӗ Анчах Дефорж ун умне тухса та тӑчӗ. Мартини урӑх нимӗн те чӗнмерӗ. Джеммӑн кӑмӑлӗ ҫавӑн пек хуҫӑлнӑ вӑхӑтра вӑл унпа калаҫма хӑранӑ. Эпӗ сире хушӑран асаплантараттӑм, ҫапах та мана хӑвӑр пӗлнӗ пек япӑх тесе ан шутлӑр. — Хӑйне чыша-чыша пӗтӗм аллӑмсене ыраттарса пӗтертӗм, вӑл ҫапах хӑнк та тумасть!.. Унтан ман енне ҫаврӑнчӗ те: «Сире те кӗтетӗп», — тесе хушса хучӗ. Оля» — тесе ҫырнӑ пулнӑ аялта. Корытов ахӑлтатсах кулса ячӗ те, сӑмса айӗн мӑкӑртатса: «Да, канӑҫсӑр этем ҫакланчӗ», терӗ; хӑй хапха ҫинчен асра тытма пулчӗ. Ҫапла вара ку вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен, пилӗк-ултӑ ҫын пӗлнӗ пулсан та, урӑх ниҫта та сӑмах сарӑлман. Вӑл темен чӑмлать тата йывӑррӑн сывлать. Кӑшт ҫеҫ асӑрханман пулсан — вӑл пӗтнӗ те пулӗччӗ. Тата тепӗр тапхӑртан пуля малта вӗҫтерсе пыракан лашана пырса тивнӗ пулӗччӗ ӗнтӗ, анчах лаши, хӑрушлӑха сиснӗ пекех, вӑрт аяккалла тапса сикнӗ те, хӑйне хӑвалакан мустанга ҫавӑнтах пуҫӗнчен тапса, аяккалла вӗҫтернӗ. Унтан Джон Мангльс Мэри ҫинчен ҫав териех ӑнланмалла каласа кӑтартрӗ те, мӗн пурне Эленӑн пӗр ик-виҫ сӑмахӗнченех тавҫӑрса илнӗ Гарри Грант, ҫамрӑк капитанӑн хастарлӑ аллине ярса тытрӗ, ӑна хӑй хӗрӗн аллине тыттарса, Гленарванпа унӑн арӑмне:— Юратнӑ тусӑмсем, ҫак ачасене пиллесемӗр! — терӗ. Кӑнтӑрла иртсен, эпир каллех… ӑҫта та пулсан каятпӑр. Тинӗс карттин масштабӗсене хӑнӑхман ҫынсен ҫеҫ ҫакӑн пек ултавлӑ шухӑш пулма пултарать. Мӑлатук та ярса илтермелле пулчӗ, мӗншӗн тесен кӗленчене сӑрса илнӗ сий гранит пекех хытса ларнӑ. Тата кукамайӑн турри патне, унӑн турӑ амӑшӗ патне ҫитсен, вӗсене пӗтӗмпех тӗрӗссипе каласа кӑтартсан та лайӑх: ҫынсем пит начар пурӑнни ҫинчен, вӗсем пӗр-пӗрне путсӗр хӑйӑр ӑшне лайӑх мар, хурланмалла пытарни ҫинчен каласа кӑтартсан аван. — Петя та шыраса пӑхрӗ сана, — малалла каларӗ Саня. Вилнӗ ҫыннӑн чунӗ хӗрӗх кунсӑр килтен тухса кайманни ҫинчен Наталья Савишна каласа кӑтартнисене аса илсе, эпӗ шухӑшпа вилнӗ хыҫҫӑн никама курӑнмасӑр кукамай ҫурчӗн мӗнпур пӳлӗмӗсем тӑрӑх ҫӳретӗп, Люба таса чӗрепе йӗнине, кукамай куляннине, атте Август Антонычпа калаҫнине итлетӗп. — Саня-и? — Лайӑх. Сергей ӑна пӑшал сассисем кӗмсӗртетнипе аран ҫеҫ илтрӗ. Анчах Ваҫили Андрейчӗ лашине тӑратмасӑрах яра панӑ та юр тусанӗ ӑшӗнче курӑнми пулнӑ. Николай Петрович пуҫне сулчӗ. Анчах астутарма ирӗк парӑр, эсир хӑвӑр ӗҫӗре япӑх туса пыратӑр. Тӳррипе кала-ха: илӗртеҫҫӗ-и сана хӗрарӑмсем? Ҫурҫӗр ҫитсен лешӗ кил хуҫи арӑмне вӑратрӗ: — Вӗретнӗ шыв пур-и, тӑхлачӑ? Кӑнтӑрла ҫичӗ лайӑх лаша крыльца умӗнче ҫулҫӳревҫӗсем тухасса кӗтеҫҫӗ. — А мӗн сӳпӗлтетсе пырать вӑл? Ҫил шавласа кӗрлет, Стара-планина хысакӗ тӑвар сапнӑ пек курӑнать. Паллах ӗнтӗ, эпӗ хамӑн ӗнер каҫхи шухӑшӑмсем ҫинчен Катьӑна каласа памасӑр тӳсме пултараймастӑп. Ҫавӑнпа халӗ епле пулсан та сакӑр сехет ытларах пулмалла. Ҫав сехетсенче пӗтӗм буфетри прислуга — ман начальствӑ пуша пулать. — Мӗншӗн? Ҫирӗп пӗл ҫакна… Ҫав шӑтӑк патне вӗсем стариксемпе хӗрарӑмсене тата ача-пӑчасене хӑваласа пычӗҫ те — тытӑнчӗҫ чӗрӗллех пытарма! Ҫӗр хӑвӑлӗнчи кӑвайта эпир малтанах сӳнтертӗмӗр, ун хыҫҫӑн ҫурта та ҫутмарӑмӑр. — Ку эпӗ, Александр Анисимович. Эпӗ ҫирӗм сакӑр ҫулта, анчах вилетӗп! — Эсӗ ан вӗрилен-ха, Любишкин! Мӗншӗн-ха вӑл Энска кайиччен ҫав ҫырусем ҫинчен пӗрре те асӑнмарӗ?» Вӑл яланах пӗр сӑмаха калать, анчах ӑна пурин те итлес пулать… Андрей сӑнне пӑхсан, амӑшӗ вӑл сӑмахпа ашкӑнасшӑн пулнине курчӗ, — ун мӑйӑхӗ чӗтресе тӑчӗ, куҫӗнче кушакӑнни пек чее ачашлӑх ялкӑшрӗ, — амӑшӗ ҫакна лайӑх пӗлет. Термит-кӑткӑсене хӑйсен хулинчен тухса кайма сисӗм-туйӑм хушнине вӑл ҫирӗплетсех калать пулсан, эппин, ун ӑшӗнче пулни чӑн та хӑрушӑ ӗнтӗ. Акӑ мӗнле калаҫмалла хальхи ҫамрӑк ҫынсен! — Халӗ те ӑнланмастӑр-и? Вӑл ҫакӑншӑн хӑйне ятларӗ те, мӗншӗн тесен вӑл, хытӑ кӑмӑллӑскер, ҫак авалхи ҫурт-йӗре ним хака та хуман, вӑл ҫынсене сахал хӗрхеннӗ пекех, ҫурт-йӗрсене те сахал хӗрхеннӗ. — Давид Устинович, — терӗ ҫар ҫынни юлташла, Корчагинӑн аллине хытӑ чӑмӑртаса. Акӑ вӑл, господа купецсем, пирӗн культурӑн тата эпир ӗҫе юратнин тӗслӗхӗ — Атӑл! — Ҫырса яратӑп, ан пӑшӑрхан. — Тепӗр майлӑ каласан… эсир шутлатӑр… ан асаплантарӑр мана — сасартӑк каласа хучӗ Елена. Ҫавна пула ӗнтӗ ҫак кӗркунне нумайӑшӗ юлашки ҫулсенче манӑҫа тухнӑ юмӑҫ карчӑксем патне ҫӳреме тытӑннӑ. Рота командирӗ сӗтел ҫине улӑхса тӑчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Пӗрремӗш ротӑри коммунистсем, строя, ҫак залрах! — Каллех эсир-и ку? Анчах комитет сирӗн памфлетӑр либераллӑ партие ҫиллентерӗ те, вара хулари рабочисем пире пулӑшма пӑрахӗҫ, тесе хӑрать. Вӑл, нимӗн ӑнланмасӑр малти пӳлӗмрен тухса, тӳрех Анна Сергеевна урисем патне ӳкрӗ, ӑсран кайнӑ ҫын пек унӑн платьине чуптума тытӑнчӗ. — Гаврила кӑкӑрӗпе вӗркӗч пек сывласа, аллисене хурҫӑ пружина пек авкалантарса, пӗтӗм вӑйран тӑрӑшрӗ. Яланах хамӑн ал-урана ҫыхса тӑракан хура вӑй-хӑват пурччӗ унӑн, хама пулӑшса пыма темӗп ӗнтӗ эпӗ, хуть кансӗрлесе тӑман пулсан та хам мӗн тума пултарнине тунӑ пулӑттӑмччӗ эпӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑша илсенех мана питӗ йывӑр. — Эсир ҫамрӑк-ха, вӗренме ӑна кирек кам та пултарать. — Йӑм! Вӑл турра кӗлтума тытӑнчӗ, хӑй нимӗнле ырӑ та аван ӗҫ тумасӑрах вилесрен ун чунӗ юлмарӗ; унӑн ҫав тери-ҫке пурӑнас килет, хӑйне хӑй те хӗрхенмесӗр, мухтавлӑ та ырӑ ӗҫ тӑвас шутпа пурӑнӑҫ килет. Вӑл ҫӗршыври йӑла тӑрӑхах король эрнере икӗ хут анчах хырӑнатчӗ. Вӑл ӗнтӗ ӑна, пӗр ӑна ҫеҫ мар, унӑн упӑшкине те пӗр хӑй ҫеҫ ӑнланма пултарнине, юратни ҫинчен ӗнентерме пултарнӑ. Унтан вӑл чӗркуҫленсе шума тытӑнчӗ, хӑй ҫаплах вилесене: «Мана ан тивӗр», — тесе тархаслать; утиялпа чӗркенсе, сӗтел айне кӗчӗ, татах тархаслать, унтан ӗсӗклесех макӑрса ячӗ. Аялалла, хӑвӑртрах аялалла анар, ҫакӑн ҫинчен никама та каласа памӑпӑр! Эсир… Гленарван тараватлӑ хуҫасен кӑмӑлне пӑсас мар тесе кун каҫичченех станцинче юлма килӗшрӗ. Вӗсем пирӗн ялава тӗллесе переҫҫӗ пулмалла. Апла пулсан та, ӗҫе формӑшӑн ҫеҫ тӑвакан Робеспьер унран:— Гражданин, эсир кунта мӗнле майпа лекрӗр? — тесе ыйтрӗ. Ҫапла мар-и? Вӑл ҫухӑрни тӑмана сасси пекех тухрӗ. «Под знамя, сми-и-ирно-о-о!» тенӗ команда илтӗнсе кайсан, уҫланкӑра хитре шерепеллӗ те ылтӑн ҫӳҫеллӗ ҫапӑҫу ялавӗ йӑлкӑшса та ярӑнса пыма тытӑнсан, пурте смотрсенче яланах сисӗнекен вӑй шеренгӑсем тӑрӑх, ток пекех, иртсе кайнине туйса, хускалса илчӗҫ, вара пурте полк ҫӑлӑнса юлнине, вӑл ӗнтӗ каллех ҫар пурнӑҫӗнче хӑнӑхнӑ законсемпе пурӑнма пуҫланине ӑнланса илчӗҫ. Каҫа хирӗҫ тӑвӑл пушшех хытӑ урса кайрӗ. Фома, диванӑн пӗр кӗтессине вырнаҫса:— Эп выртмаллипех килтӗм… — тесе пӗлтернӗ. Йӑлт халтан кайса ҫитрӗм! Анатри пайне каятӑп, пӗрремӗш ушкӑнпа Разметнов кайтӑр… Раиса калаҫнине вӑл татӑкӑн-кӗсӗкӗн ҫех илткелерӗ, сӑмахӗсене пач ӑнланмарӗ. Саша ура ҫине тӑчӗ те, каллех ачана ҫыхланчӗ: — Эсӗ мана вӗчерен ҫавӑрса илтӗн, унсӑрӑн мана эсӗ нихӑҫан та ӳкереес ҫукчӗ. Ҫук, тет, эсир хӑвӑр Христос тӗнне йышӑнӑр, тет». «Мӗн тейӗр эсир? Ҫӗнеҫҫӗ вӗт вӗсене пирӗннисем?» Хам ая типӗ тупӑлха сарса сӑрт хӳттинче ҫӗр каҫрӑм, ҫывӑрасса вара питӗ аван ҫывӑртӑм. — Ну, ыйтмастӑп, ыйтмастӑп, — терӗ Марья Николаевна васкавлӑн. — Ним пӑркаланмалли те ҫук манӑн, сӑлтавӗ те ҫук, хуллен каларӗ Островнов. Пилӗк минутран эпир ҫап-ҫутӑ ҫутӑлса ларакан пӗчӗк пӳрт патне ҫитрӗмӗр. Хӑнасем савӑнӑҫлӑ. Тапхӑрӑн ҫил лӑпланнӑ пек туйӑннӑ, анчах вӑл нумай тӑман, ун хыҫҫӑн, канса тӑнине тавӑрасшӑн хӑтланнӑ пекех, ҫил тата вунӑ хут вӑйлӑрах туха-туха кайнӑ, тата вӑйлӑрах вӗҫтерсе ҫавӑрнӑ. Пуҫне ӳпкевлӗн пӑркаласа, Ефим хӑйне мӗн хушнине тунӑ, унтан, пусӑрӑннӑ сасӑпа:— Мӗнле, вӑл та пирӗнпе-им? — тесе ыйтнӑ. Халь кӑна хуҫса илнӗ йывӑҫ туратне ҫӑмӑллӑн выляткаласа, Тимур Квакин ҫулне пӳлсе утрӗ. Воропаев ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Вӑл хыртан тунӑ сак хӗррине ларчӗ. Хӗрача пуҫне силлентерчӗ те аяккарах сикрӗ. Кусем, хайхи, ҫавӑнта курнӑ та ӗнтӗ ӑна. Николай хӑй ырӑ кӑмӑллӑ, — вӑл йытӑсене, шӑшисене тата ытти ҫавӑн пек чӗрчунсене те юратать, анчах ҫынсене юратмасть! — Вӑл кун эпӗ пӗр студент патне кайрӑм. Ун хваттерӗнче пуху пулчӗ. «Ну мӗн тӑвас ӗнтӗ? Аллисемпе ҫапла пичӗ ҫине кӑтартать, шартлаттарса илет те чӗри ҫумне хурать аллисене; шел, тет. Мюльреди ӑна пакурпа ҫаклатса сулӑ патне илчӗ. Вӑл авланнине амӑшӗ те, шӑлнӗ те ырламаҫҫӗ. Кӑшт тӑрсан, Умрихин йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ те урмӑшрах сассипе Дегтяревран хуллен ыйтрӗ: — Куртӑн-и, мӗн пулчӗ? «Варюха-горюха» мар, шӑпах ҫапла, «Варя» терӗ. Кабинӑра снаряд ҫурӑлнипе шалта тӗтӗм тухнӑ пулмалла, ун ҫинчен чи малтан стрелок пӗлтерчӗ. Анчах ан ман, вӑхӑт ҫитӗ, хӑвна та пуҫтарӑпӑр. Эпӗ шутланӑ вара: Гор мар-ши эсӗ, Озирис ывӑлӗ, е урӑх турӑ? Вӑл елес-мелес салтак ботинки кӑвак-симӗс мундирпа брюки тӑхӑннӑ, ҫиелтен икӗ ӗрет ҫутӑ тӳмеллӗ хура шинель тӑхӑнса янӑ. Парк кӗрлесе кӑна тӑрать. — Хӑш Васяна? — тет Федя. Марийкӑна курсан, сасартӑк ҫавӑн пек шухӑшсем пырса кӗнипе Лозневой вӑтансах кайрӗ. Анчах кусем те, нумай-и, сахал-и, ӗлӗк ҫапах та ҫарта служить туса курнӑ, салтак ӗҫне пӗлеҫҫӗ. Леш, турат ҫинче ярӑнса ларса, кӑна хӑй патне чӗнет, тет. — А ку Егоров пичче, матрос… — Хм… Асту, кашкӑрсене мар, мулкачсене! Огнянов пичӗ тӑрӑх, тусанпа ҫӑра тӗтӗм хутшӑнса, хуп-хура тар юхать. Пуҫӗ ҫийӗн пульӑ шӑхӑрса иртнӗ май, вӑл ҫӗрелле пӗшкӗнет те татах ҫӗклесе тӑрать. Окопра пытанса ҫине-ҫине перет, пӑшалӗ кӗпҫинчен шур тӗтӗм мӑкӑрланать. Ромашовӑн янахӗ чӗтӗренсе кайрӗ, карланкӑра йӳҫӗ те тӑкӑскӑ пулса тӑчӗ. Юрататӑп эпӗ ӑна, ылтӑн тӗкпе витӗннӗскере, ун ҫине, калӑн, хӗвел хӑй чуппине хӑварнӑ. Ганс тытӑннӑ ӗҫе пичче те, эпӗ те тӑвайман пулӑттӑмӑр. — Эсир пит те кӑмӑла килмелле калатӑр. Парӑр-ха, юн тымарне тытса пӑхам. Чунсене выҫлӑх ҫисе янӑ, этем сӑнарне пӗтернӗ, ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ — пӗртте хухман нушара ҫӗреҫҫӗ… — Ҫынсем ытларах та ытларах йӑлӑхтармалла ҫыпӑҫаҫҫӗ, шухӑшӗсем хӑюллӑ та усал вӗсен. Ӑна усал каласа вӑрҫмастӑп, кӳрентерместӗп, пӗтӗм тӗнчери революцие — пире пурне те, тӗнчери масштабпа унӑн тӑшманӗсем пулса тӑракансене, шак хытса кайичченех шӑнтса лартакан революцие — тӳсӗмлӗн кӗтсе пурӑнатӑп. — Вӑйӗ должнӑҫа кирлинчен ытларах та пур теме те пулать, — лапӑртатрӗ Кукушкин. Чимӗр-ха, акӑ сире адрес. Акӑ сан пата пӗр-пӗр ҫын пырать те ҫапла ыйтать: «Парле ву франсе?» Эсӗ мана хирӗҫ шарламастӑн… Ыттисем пурте тутарсене хӑвалама кайма килӗшрӗҫ. Лашана пуҫӗнчен ярса илсе, Зеб ӑна ҫӑварлӑхласа лартнӑ, йӗвенӗн чӗн чӗлпӗрне мӑйӗ ҫинелле хунӑ, ӑна хӑвӑрт ҫавӑрнӑ та ӗнтӗ витерен кӑларма тӑнӑ. — Вӑт ку урӑх калаҫу! Вара вӑл тӗтреллӗ тӗкӗрлӗ ансӑр пӳлӗме иртсе кресло ҫине лаштах ларчӗ, янах айне чӗрнисемпе хӗстерсе тытрӗ: «Ӑна кунта кӗтсе лармалла-и? Ун сӑмахне шуйттан пӳлчӗ: «Тӳрех майра патша патне каймалла-и?» ыйтрӗ вӑл. — Кунпала эпир тӗпренех килӗшетпӗр, — терӗ Щукарь мучи. Эпӗ стаканри чее ӗҫсе ятӑм, диван ҫине выртрӑм та ҫывӑрса кайрӑм. Ӑҫтан килтӗн эс? «Сире те эсӗ тесе чӗнем-и?», «Чӗнӗр мар, чӗн» янӑраса тӑчӗ хӑлхара, вӗсем мана ӳсӗртсе янӑнах туйӑнчӗҫ: эпӗ Соньӑсӑр пуҫне никама та, нимӗн те курмарӑм. — Апла пулсан нимӗҫсем ӑҫта? Анчах Елена Петровна ун пек тума памарӗ. Эпӗ Джима пӑрахутпа паром ҫинче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех каласа патӑм, шӑпах ҫакӑн пеккине мыскара теҫҫӗ те терӗм; вӑл: «Урӑх нимӗнле мыскара та курас марччӗ», — терӗ. Джим ҫӗркаҫ хӑй мӗн тери хӑрани ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Павка кунӗпех пӑшалӗшӗн хуйхӑрчӗ. Гленарван планӗсем ҫинчен пӗлсен, нумайӑшӗ ӑна вӑл тӑвас тенӗ экспедици йывӑрлӑхӗсемпе хӑрушлӑхӗсем ҫинчен кӑтартрӗҫ. Е тата акӑ мӗн: эсир вӑт манӑн ӑслӑ сӑмахсем пирки, словарь пирки ыйтрӑр, унта ҫапла пичетленӗ: ӑслӑ сӑмахсене пысӑк саспаллисемпе ҫапнӑ, ҫавӑнпа эпӗ вӗсене куҫлӑхсӑрах вулама пултаратӑн, вӗсене хирӗҫле — вӗтӗ саспаллисемпе ӑнлантарса пани пур, урӑхла каласан — ҫав сӑмахсем мӗне пӗлтернине каласа панӑ. Вӗсенчен пӗрисене йывӑр пурнӑҫ тертлентерсе пӗтернӗ, теприсем мӗнпур пурлӑхӗсемпе укҫисене ӗҫкӗпе тата астаракан вӑйӑсемпе пӗтерсе лартнӑ. Вӗсенчен нумайӑшӗсене ҫынна вӗлернӗшӗн, ҫаратса пурӑннӑшӑн, тӑван ҫӗршывне сутнишӗн, ҫынна эмел парса вӗлернӗшӗн, ҫынсем ҫине тапӑннӑшӑн, тупа туса панӑ сӑмаха пӑснишӗн, суя укҫасем тунишӗн, дезертир пулса тарса ҫӳренишӗн айӑпланӑ. Асӑннӑ ҫынсенчен чылайӑшӗсем тӗрмерен тухса тарнӑскерсем пулнӑ. Ҫапла ӗнтӗ, хӑйсене ҫакса вӗлересрен е тӗрмене хупса ҫӗртесрен сехӗрленсе вӗсенчен пӗри те тӑван ҫӗршывне каялла таврӑнман пулӗччӗҫ, ҫавӑнпа та вӗсен ирӗксӗрех тӑранса пурӑнмашкӑн урӑх вырӑнта ӗҫ тупмалла пулнӑ. Эпӗ, нумай пулмасть хамӑн тусӑма Дмитрие укҫа тӑвана та ҫичӗ ют туса хуни ҫинчен каланӑскер, тепӗр кун ирхине, хамӑр яла тухса каяс умӗн, хам тӗрлӗ картинкӑсемпе стамбулкӑсем туянса укҫана йӑлтах салатса янине пӗлнӗ хыҫҫӑн, ҫула кайма вӑл хӑй сӗннӗ ҫирӗм пилӗк тенкӗ хут укҫана илтӗм те кайран пайтах вӑхӑт ун умӗнче парӑмлӑ пултӑм. — Тисс ҫӗмренӗ мӗн вӑл? Ыттисенчен кама та пулин укҫа вӑрланӑ тесе шутлама пулать-и-ха? Хӑйӗн пӗртен-пӗр хаклӑ япалине — ункӑсемлӗ, уявра ҫакакан кӗмӗл алкисене, кашниех ылттӑн ҫӑлтӑрлӑскерсене — виҫӗ драхмӑлла та пӗр динарилле сутса янӑ вӑл унта. Атя, каяр! Анчах ҫӗнӗ планетӑна тупас ӗҫ пит йывӑр пулнӑ тата ҫак кӑткӑс задачӑна темиҫе уйӑх хушши шутласа ларма тивнӗ. Господа, саккунлӑ йӗрке тӑрӑх каласа, хӑвӑр шухӑшӑрсене пӗлтерӗр, — терӗ генерал. 1858 ҫулти мартӑн 1-мӗшӗнче вӑл хӑйӗн шӑллӗпе Чарлзпа, Бединдфилд капитанпа, Торнтонпа, Бейнспа, Киркпа Меллер врачсемпе пӗрле Африкӑна ҫӗнӗрен ҫул тытать те май уйӑхӗнче Замбези бассейнне тӗпчес шутпа Мозамбик ҫыранӗ хӗррипе анать. Пӗр ҫур сехетрен рота командирӗ патӗнчен посыльной килсе ҫитрӗ, — хӑй ҫап-ҫамрӑк та ҫивчӗскер, пӗчӗкҫеҫ боец, винтовка тӑршшӗ те ҫук, йӑлтах юрланса пӗтнӗскер. Лукашка станицӑна таврӑнчӗ, анчах та Оленин патне кӗмерӗ. Оленин та, хорунжи чӗнчӗ пулин те, ҫураҫнӑ ҫӗре каймарӗ. Доктор пӳлӗмӗнче эпӗ халиччен пулманччӗ-ха, унта нимӗн йӗрки те ҫукран тӗлӗнтӗм кайрӑм. — Вӑл вӗсемпе пӗрле кайрӗ-и вара? Вӗсем ҫапла калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра урам урлӑ ӳсекен йывӑҫ курӑнса кайрӗ. Каччисем вара козаксенни пек ҫӳле ҫӗлӗксемпе, чи ҫӳхе пуставран ҫӗлетнӗ сӑхмансемпе, кӗмӗл ҫиппе тӗрлесе эрешленӗ пиҫиххийӗсене туртса ҫыхнӑ та, ҫӑварӗсене чӗлӗм хыпса, леш хайхисем умӗнче илӗртмелли сӑмахсемпе тем те пӗр перкелешсе ташлаҫҫӗ. Артур ӗлӗкхин пекех ним хускалмасӑр тата ним чӗнмесӗр ларнӑ. Шурочкӑн аялалла тайӑлтарнӑ пуҫӗ ҫине айккинчен, никама систермесӗр те куҫ илмесӗр пӑхса, унпа пит ҫывӑххӑн та туйӑмлӑн калаҫнӑ евӗр, тутисене ҫех кӑштӑшаррӑн сиктеркелесе, сӑмахсене хӑй ӑшӗнче кӑна каласа, чӗмсӗр пӑшӑлтатупа шухӑшларӗ Ромашов ҫав вӑхӑтрах: «Мӗнлерех хӑюллӑн ыйтрӗ вӑл: аван-и эпӗ? Сирӗннисене эпӗ мӗнле ҫыхса пӑрахрӑм, куртӑр-и? Мӗн тӑвӑн-ха вӗсемпе? Пугачев Швабрин ҫине йӳҫҫӗн тӑрӑхласа пӑхса илчӗ: — Аван мӗн санӑн лазарет! — терӗ. Вӑл тӗрлӗ йышши йӑпанусемпе савӑнса пурӑннӑ, ҫавна пула хӑй мӗне ҫирӗп ӗненни пирки шутлама вӑхӑчӗ тупӑнман, ахаль те унӑн пурнӑҫӗ телейлӗ пулнӑ та, унашкал шухӑшсем ӑна кирлех те пулман. Мускава пынӑ ҫӗре манӑн ҫӗнӗ хыпарсене чӑтма ҫук пӗлес килекен пулӗ, — терӗ килӗшнӗ пек пулса Воропаев, столицӑна таврӑнмалли мӗнпур ҫулсене касса татнӑшӑн пӗр самантлӑха хӗрхенсе. Николай Артемьевич аллине сюртук арки хушшине чикрӗ. Малевскин ҫӳхе питӗнче темле ырӑ мар кулӑ сисӗнет. Эй, турӑҫӑм, мӗн ку капла? Ситанов ӑраснах час-часах мана ӳкӗтлетчӗ: — Пӑрах пурне те, актера вӗрен! — тетчӗ. Луиза ҫав выводсем тӗрӗс пулма пултарнине пӗтӗмпех чухласа илнӗ. Вӑл амӑшӗ ҫав тери хурланнине ниепле те ӑнланса илме пултарайман, хӑй ӑшӗнче вара ҫавӑнтах: хӗрарӑмсем, чи лайӑх хӗрарӑмсем те тавҫӑрса илме ӑс ҫитерейменнипе асапланаҫҫӗ иккен, тесе шутласа хучӗ. Ҫавӑнтах тата, ҫинҫе кӑна сассипе, йытӑ ҫури пек йынӑшса ячӗ: — И-илсе пӑрах-ха чӳлмекне! Оптимистсем ҫапла шутланӑ: тӑшмансенчен хӑтӑлма тӑрӑшса ҫур уйӑх хушши сӗм вӑрмансем тӑрӑх ҫавӑн чухлӗ километр тухнӑ ҫыншӑн, вӑл тума пултарайман япала ҫук, тенӗ. Ҫавӑнпа ваттисем хӗллехи сивӗ уйӑхсене ӑҫта ирттересси ҫинчен сӳтсе явма канашлӑва пухӑннӑ. Эпӗ ӑна нимӗн те каламарӑм — хамӑн пӳлӗме кайрӑм. — Эсир пире, туптаҫӑ-тимӗрҫӗсем, аллӑ пин хӗҫ туса парӑр. — Сана кӑларса ярасса кӗтсех тӑр! Амӑшӗ пӗшкӗнсе ачана алла илет те ӑна чус хӑма тиенӗ лав ҫине лартать, лавӗпе юнашар Николай, вӑраххӑн кӑна ахӑлтатса:— Йывӑр ӗҫ пачӗҫ мана… — тесе калаҫса пырать пек. Унсӑрӑн пирӗн пӗр чӗлхе тупасси пулаймӗ. Пӗтӗм Европа мана ҫак ҫӗвӗҫ-хӗрарӑма аса илтерет. — Ах, часрах кайтӑрччӗ: ман халӗ мӗнле калаҫас ӗнтӗ унпа? «Пӑхса илмелле-ши ун ҫине тепре е ҫук-ши?.. Вара вӗсем иккӗшӗ кайрӗҫ. Эпӗ ӑна ӳкӗтлеме тытӑнтӑм: — Итле-ха, Бэла, — терӗм ӑна, — арку ҫумне ҫӗлесе янӑ пек, ялан кунта лармалла мар-ҫке унӑн: вӑл ҫамрӑк ҫын, тискер кайӑк хыҫҫӑн ҫӳреме юратать, — ҫӳрет-ҫӳрет те килет акӑ; эсӗ пӗрмаях ҫапла кулянса тӑрсан, ӑна йӑлӑхтарса та ҫитерӗн. Укҫа пулнӑ пулсан, кунран лайӑххине ҫаклатнӑ пулӑттӑм. «Британи» ҫинче боцмӑнра ӗҫленӗ ҫынна хӑйӗн калавне малалла тӑсма пурте ҫине тӑрсах ыйтрӗҫ. Эпӗ унран катӑркас чечекне тӑпӑлтарса илмӗ тӑрӑшрӑм. Грот-мачта ҫинче парӑссем сахалрах: аялта — чалӑш грот, ун ҫийӗнче — топсель — виҫӗ кӗтеслӗ парӑс. — Мӗнле хитре! — терӗ вӑл хӗр пуҫне айккӑн ҫавӑрттарса.. — Мускава, улпут патне кайрӑм. Эпӗ ҫакна хӑвӑрт сиссе те илтӗм, ӑнлантӑм та. Неушлӗ эпӗ чӑн-чӑн ӗҫ патне ҫитсе тухрӑм-ши, халӗ вара чӑн-чӑн ӗҫ тӑвакан ҫынсемпе ӗҫлӗп-ши? Пирӗн патӑмӑра таҫтан тата ҫынсем чупса пычӗҫ… Такам Таньӑна кӗпи ҫаннинчен туртрӗ… Эпӗ Касьяна кайӑка «чӗлхе пӗлсе» хӑваласа яма май ҫук тесе усӑсӑрах ӳкӗтленӗ пулӑттӑм, ҫавӑнпа та вара нимӗн те каламарӑм. — Вара старик тутарла калаҫма пуҫларӗ. Ҫӑкӑр ӑна тӗрмери ытти апат-ҫимӗҫсем пек йӗрӗнтермен, анчах вӑй йӑлтах ан пӗттӗр тесен, кӑшт ҫимелле пулнӑ. Ҫулпа вӑл вӑтӑр пиллӗкрен те иртмен темелле. Халӗ икӗ хӑнапа Аэлита опал тӗслӗ, пӗлӗтлӗ пан улмине тимлӗн тӗпчеҫҫӗ. Ну, тӳррипех каласа пар-ха, — терӗм эпӗ ӑна. Кунта халь сирӗн хӑвӑрӑнах каймалла пулать. — Сире пӗҫертмерӗ-и? — тесе ыйтрӗ Ольбинетран Мак-Набс. Скваттерсемпе колонистсене кунта тӗл пуласси ҫинчен аса илмелли те ҫук — кунти вырӑнсенче никам та пурӑнмасть. — Халӗ шӑхӑр. — Сирӗн хӑвӑрӑн аннӗр пур пулсан — ӑна пӗлет вӑл, ҫапла! Ҫакӑн пек тӗрӗс каланине хирӗҫ эпӗ нимӗн калама та пултараймарӑм, ҫавӑнпа документӑн ӑнланма йывӑр ытти пунктисем ҫине куҫрӑм. Петрова ҫавӑнтах васкавлӑн ҫыхса ячӗҫ, носилка ҫине хучӗҫ те машина патне илсе кайма ҫӗклерӗҫ, Ҫав вӑхӑтра вӑл куҫӗсене уҫрӗ. Амӑшӗ, хӑй тӑвайккинчен аннӑ пек пулса, ерипен:— Эппин, эпӗ халех пыратӑп, — эсӗ манӑн чӑматана илӗн… — терӗ. Юлашкинчен, кӑнтӑрла ҫитсен, малта индеецсен пӗчӗк ушкӑнӗ пынине астурӗ отряд, анчах лешсем ҫулҫӳревҫӗсене курсанах питӗ хӑвӑрт тарса ҫухалчӗҫ. — Хресченсем! — терӗ Рыбин туллин те ҫирӗп сасӑпа. Пиншакӗн ҫанни хӑйӗн сывлӑм шывӗпе йӗпеннӗ. — Мӗншӗн тесен, кунта вӗсен ҫулпуҫне пытарнӑ. Мӗншӗн тесен, пире унӑн масарӗ хӳтӗлет. Мӗншӗн тесен, ку сӑрт табу пулса тӑнӑ. Клисурӑпа Копривштицӑ хулисемпе пӗрле ыттисене те ҫӗкленме сӗнсе ҫавӑнтах Балканри ытти хула комитечӗсем патне те ҫырусем ячӗҫ, хуралҫӑсен теҫетникӗсемпе пуҫлӑхӗсене лартсан, комитет членӗсем хӗҫпашалланса тухма килӗсене васкарӗҫ. Тарма тытӑннӑ жандармсене пӑшалсемпе печӗҫ, усси ҫапах та пулмарӗ, лешсем ту ҫинелле тарма ӗлкӗрчӗҫ. Кам вӗсене вилсе пӗтнӗ подьячисемпе е Муром хурахӗсемпе те пулин пӗр тан хурса этем йӑхӗн чунилли вырӑнне шутламасть-ши? Каҫхине вӗсем яланах Лёля пӳлӗмне виҫҫӗн пухӑнса лараҫҫӗ. Аппӑшӗпе йӑмӑкне Корчагин хӑй мӗн вулани ҫинчен каласа пырать. Выртма вӑхӑт ҫитсен, Дженни хӑй Марыся валли вырӑн сарса пачӗ. Ҫакна курсан, Марысьӑн куҫҫуль те тухрӗ. Халь шӑп ӗнтӗ. Эпӗ усадьбӑра ватӑ егерь Редрэт аллинче, тыткӑнри ҫын пекех, халиччен курман утравсемпе тинӗссенчи приключенисем ҫинчен шухӑша ерсе пурӑнтӑм. — Тӗлӗнмелле ответ, сеньорита! — Турӑ курать, сирӗн преосвященство, эпӗ ӑна хӗпӗртесех куҫарӑттӑм. — Нумай япала ҫинчен. Пӗлетӗп эпӗ эсӗ мӗншӗн асапланнине: сан хуйху тӑлӑх-турат хуйхи мар. Егор эмеле ҫӑтса ячӗ те куҫне хӗссе малалла кала пуҫларӗ: — Шарламасӑр выртсан та эпӗ пурпӗрех вилетӗп… Хӗрӗсем вара, мӗскӗнсем, ҫакна чӑннипех ӗненсе пӑрахаҫҫӗ. — Ах, Павел, Павел! Миллиард кӑранташа пӗрлештерсен, унӑн тӑршшӗ 180 метр, хулӑнӑшӗ 6,5 метр пулать, вӑл 7 000 тонна таять. Яр эсӗ ӑна пӗччен — Кама ҫине! Латӑн шӑршипе пӗрле пӳлӗме тултарса тӑракан йывӑр шӑршӑ ӑҫтан тухнине эпӗ ҫав минутра кӑна ӑнланса илтӗм; аннен пичӗ темиҫе кун каялла ҫеҫ илемлӗччӗ, ҫепӗҫчӗ, эпӗ ӑна нимрен те ытларах юрататтӑмччӗ, халь ҫак сӑн-пит хӑратса сехӗрлентерни мана хуйхӑллӑ чӑнлӑха пирвайхи хут ӑнкарса илтерчӗ, чӗрери ӗмӗте татрӗ. Вӑл ытти чухнехинчен ӳсӗртерех пулнӑ, ҫавна май унӑн сӑмахӗсем те ерипентерех тухнӑ. — Ҫаплах-и? — тенӗ тупӑкҫӑ, тем тӗрлӗ савӑнса ӳксе. Каҫа хирӗҫ вӑл пачах тӑнне ҫухатрӗ, тепӗр кунне вилсе те выртрӗ. Пӑртак пыл е сахӑр илӗр. Досчаник ҫыран хӗррипе ишсе пырать, сулахаялла, Атӑл йӑлӑмӗ енчи хӑйӑрлӑ ҫыран еннелле кӗрсе кайса таҫта ҫитиех сарӑлнӑ. Хӑпӑл-хапӑл ун патнелле пӗшкӗнтӗм те ҫепӗҫ кӗлеткине аллӑмпа ҫавӑрса тытрӑм. Вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ, тутине шӑлчӗ те ыйтрӗ: — Кушак та шел-и сана? Вӑтам шкул учителӗсемпе агрономсем пулса юлхава ернӗ эсир. Ҫурҫӗре улталарӑр-им? — Отставкӑра пурӑннӑ гварди сержантне, Петр Петрович Курилкина астӑватӑн-и? Эсӗ ӑна 1799-мӗш ҫулта хӑвӑн чи пирвайхи хыр тупӑкна, юман тесе, сутнӑччӗ, — тенӗ. — Мана вӗлермелле тӑвӑр. — Качаки лайӑхчӗ! Анчах ыттисем килӗшеҫҫӗ-ши? Лизӑна Виктор ӑсатма кайрӗ. — Лӑпланӑр, хаклӑ ҫыннӑм, чи лайӑх географсем ӑна «Австрали континенчӗ» теҫҫӗ. Санина ӗнерхи… каретӑри аса килчӗ: — Мӗн ку — ыйту-и, ӳпкелени-и? Акӑ пачах тӗттӗмленсе ҫитрӗ, пассажирсем палуба ҫинчен салана пуҫларӗҫ, анчах пӑрахут ҫинче нихҫанхинчен те шавлӑрах пулса кайрӗ. — Манӑн план пур, — терӗ Панков, — атя тула, калаҫӑпӑр. Театрта Мускаври драма театрӗ! Хавасланнипе вӑл нимӗн те чӗнеймерӗ, хӑй чӗтресе тӑракан ҫутӑра курӑнакан тулли питлӗ тата хулӑн туталлӑ квартальнӑй ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Ун хыҫҫӑн ытти ачисен куҫӗсем те пӗлӗт ҫинелле сулӑнчӗҫ. Пурте нумайччен куҫне илмесӗр пӑхса тӑчӗҫ вӗсем пӗлӗт ҫинелле. Сӑмахне питӗ вӑйлӑ ҫаптаратчӗ. Бен вӑйран сулӑннӑ вӑхӑталла Том иккӗмӗш черетне Билли Фишера хут ҫӗленле сутса ячӗ; — Ҫӗр тенкӗ пуҫне тӑватҫӗр пин процент. Эрешлесе тунӑ ярапасене хӗрачасем таҫта ҫӗклесе каятчӗҫ, пурте ӗҫлӗ сӑнарлӑ, пикенсе тӑваҫҫӗ. Кандов Клисурӑна Радӑран пӗр кун каярах персе ҫитрӗ, тӑванӗ патне хӑнана килнӗ пек туса вӑл Радӑран аякра пуласшӑн марччӗ. — Ну, ачам, ӑна кам вӗрентнӗ пулӗ! Анчах, доктор, эсир мана итлесе пӗтермерӗр. Ирӗксӗрех каялла тавӑрӑнни Кольхаун лашана йӗвентен ярса тытать. Виҫҫӗмӗш хут шӑхӑрни илтӗнчӗ. Ҫакӑншӑн пурнӑҫ сирӗнпе хаяррӑн саплашӗ, ӗненӗр: тӑвӑл ахӑрса тухӗ, вара вӑл сире ҫак ҫӗр ҫинчен, ҫиллӗ ҫумӑр йывӑҫ ҫинчи тусана мӗнле шӑлать, мӗнле ҫуса тасатать, ҫавӑн пек тасатӗ. Этемӗн чӗлхинче пӗртен пӗр паха сӑмах пур, унӑн содержанийӗ пуриншӗн те паллӑ, пуриншӗн те хаклӑ, ӑна ҫӑвар уҫса каланӑ чух, вӑл ҫапла янӑрать: ирӗклӗх! — Ҫӗмӗр! — ӳхӗрсе янӑ Фома, диван ҫинчен сиксе тӑрса. — Ҫапах та, закон ун пек асаплантарма чарать, — терӗ врач, — сирӗн «ҫирӗп тыткаланисем» вара асап евӗрлех темелле. Ваҫили Андрейч сиксе ансанах лаша кӗрт ӑшӗнчен тухнӑ, пӗр-иккӗ малалла сикнӗ те каллех кӗҫенсе янӑ, ҫуна ҫиттипе кутлӑхне сӗтӗрсе яра панӑ та куҫран ҫухалнӑ; Ваҫили Андрейч пӗчченех кӗрт ӑшне тӑрса юлнӑ. Гленарвана илсен, вӑл вара Айртон Блэк-Пойнт станцинчен пӗччен килесрен кӑна хӑрать. Тарлӑ румынкӑсем нумайччен чуптунипе ула-чӑпарланса пӗтнӗ сӑн-пичӗ унӑн питӗ кулӑшла та ачанӑнни пек туйӑнатчӗ пулас. Рихтер господин ҫамрӑкскер, ача пекех пулнӑ, Санин вӑл ун пек ҫамрӑк пуласса кӗтмен. — Япӑх ҫав. Кометӑсенчен нумайӑшӗ Хӗвел ҫывӑхӗнче пӗр секундра 400 — 500 километр хӑвӑртлӑхпа вӗҫеҫҫӗ. «Сывӑ пул, Ганна!» кӑшкӑрса илчӗ ҫав вӑхӑтра йӗкӗтсенчен пӗри, хыҫалтан йӑпшӑнса пырса голована вӑл ыталаса илсе; анчах лешӗн шӑрт пек тирекен мӑйӑхӗсене курсан, сасартӑках хӑраса каялла сиксе ӳкрӗ. Батарея вырнаҫнӑ пӳлӗме пӗр утӑм ярса пусма та хӑрушӑ пек туйӑнать. Исправник сассине йӑвашлатрӗ, вӗсене ӳкӗте кӗртме тӑчӗ. Эпӗ сирӗнни пек кивӗ те ӑшӑ ҫуртсене юрататӑп, вӗсенче темӗнле уйрӑм шӑршӑ кӗрет. Вӑл каллех сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ, шухӑшласа тӑчӗ те:— Калӑр-ха, аннеҫӗм, ҫав ҫын сирӗн тӑван-и вӑл? — тесе ыйтрӗ. Миките сӑхманне хывнӑ, тепӗр хут силлесе кӑмака ҫумне ҫакнӑ та сӗтел патне пынӑ. Том унта та курӑнмарӗ. Вӑл арестленисене пӑхса ҫавӑрӑнчӗ. Бекки ҫав тери ӗшенсе ҫитнӗ, юлашкинчен вӑл тӗлӗрме пуҫланӑ та ҫывӑрсах кайнӑ. Аса илтӗм эпӗ халь. — Ан тив ӑна… Воропаев пӗчӗк Твороженкова ҫинчен, вӑл ҫав чечексене Сталина парнелеме ӗмӗтленни тата унӑн ӗмӗчӗ ӑнсӑртран пурнӑҫа кӗни ҫинчен каласа пачӗ. Ҫакна Бояркӑна пӗлтерсен, ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Токарев: «Вилсе пӗтмесен, пурӑнӑҫа кӗртетпӗрех» тесе каларӗ, тет. «Яковӑн еркӗн пуррине те пӗлмест пулӗ-ха, ухмах», — шухӑшларӗ Артамонов. Унтан сасартӑк ҫирӗппӗн каларӗ: — Ну, акӑ мӗн: мӗнле пурӑнас тетӗр, ҫапла пурӑнӑр! — Кунта чупту мана, ак ҫакӑнта тата… ҫакӑнта та, — пӳрнипе хӑйӗн. куҫӗсене, питҫӑмартийӗсене те ҫӑварне кӑтартса, каласа тӑчӗ Олеся. Унтан айӑпланакан ҫынна яланхи пек ыйту параҫҫӗ: — Эсир хӑвӑра айӑплӑ тесе шутлатӑр-и? Ромаҫ мужиксене, вак сад хуҫисене организацилеме, вӗсене усламҫӑсен аллинчен хӑтарса кирли ҫинчен сӑмах пуҫларӗ. Мӗн илнине ҫеҫ мар, камран илнине те пӗлмелле манӑн. Анчах вӑл ниме те пӗлтермест! Ҫакӑн пек хӑрушӑ минутсенче алӑпа паллӑ тунисем сӑмахсенчен ытларах каласа параҫҫӗ, ҫынсем ҫур сӑмахранах пӗрне-пӗри ӑнланса илеҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хӗр пуҫне ҫӗклесе ҫынсем ҫине ҫивӗччӗн пӑхрӗ те, шурса кайнӑ сӑнлӑскер, куҫне ялкӑштарса илсе, кӳренӳллӗ сасӑпа кичеммӗн каласа хучӗ: — Эсир кулатӑр, — эпӗ ӑнланатӑп сире… Сэр, парӑр ӑна мана, эпӗ Мельбурна каятӑп. Вӗсем ун тӗлне ҫитсен, Серёжа кӗсъинчен ҫыру кӑларчӗ те Тоньӑна чарчӗ. Илсе кайнӑ пулсан, апла ӗҫпе илсе кайнӑ, санӑн килте пулмалла. Ҫӗр пирӗн тӑван кил, Хӗвел системи — тӑван хула, унта пирӗн пӳрт те ларать. Унӑн урлӑ Петр пӗлнӗ: Илья темшӗн Архангельска пурӑнма кайнӑ, анчах халӗ ют ҫӗршывра пурӑнать. Эпӗ унтан начартарах япала та ӗҫкелесе курнӑччӗ; ҫав шӗвеке пӗр сыпкӑм сыпни хуҫана пит пулӑшӑччӗ ӗнтӗ. Амӑшӗ хыттӑнах кулса илчӗ, ҫак ача хавассӑн мухтанине итлеме уншӑн кӑмӑллӑ пулчӗ. Кӑмӑллӑ, ҫав вӑхӑтрах аван та мар. Сен-Жером пирӗн патӑмӑрта ҫулталӑк ҫурӑ пурӑнать. Унӑн мӑйӗнчен хӑюпа кӑкарнӑ улӑм шлепки яланах ҫурӑмӗ хыҫӗнче сулкаланса тӑнӑ, ҫӳҫӗсем те улӑм тӗслӗ пулнӑ; тумланасса вӑл тирпейсӗр тумланнӑ, юбки айӗнчен урисем чӗркуҫҫи патне ҫитес пекех курӑнса тӑнӑ. Тияккӑн пӳлӗмӗн алӑкӗ уҫӑлчӗ, каҫхи хӑнасем шала кӗчӗҫ. — Паллах ӗнтӗ, вӑл вилнӗ, — тесе ҫирӗплетрӗ пуҫне ҫыхнӑ пират. Пи-и-тех те кирлӗ! Мересьев ку заметкӑна пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ вуласа тухрӗ. — Мӗн пирки унта, Аполлон Сергеич? — ыйтрӗ аслӑ офицер. Хам ҫавӑнталла вӗҫсе ҫитессине чӑннипех пӗлместӗмччӗ-и вара? Тӳремлӗхре пӗр ретпе вуникӗ-вунпилӗк фут ҫӳллӗш шӗвӗр тӑрӑллӑ ҫӗре яхӑн чатӑр вырнаҫнӑ. Унӑн сассине итлеме йывӑр пулчӗ, хӑйӗн пӗтӗм кӗлетки ӑна хӗрхентерсе ярать. Автор Англи конституципе паллаштарать. — Мӗнле шутлатӑн эсӗ, савнӑ тусӑм? Ҫӗр каҫма ҫак вырӑнтан кӑшт айккинерех вырнаҫрӗҫ. — Мӗн тума калас? Кун пек ӗҫпе пӗр саматрах хура хӑма ҫине ҫакланма пултаратпӑр, ҫаплипех ҫыпҫӑнса, типсе ларӑпӑр вара унта! — Курӑнать пулсан, яланах лайӑх, — каллех вӗрентерех каларӗ Давыдов, вара, калаҫура суя сӑмах сисӗннине туйса, каллех йӑл кулчӗ. Куҫӗсене ҫутӑ касать. Иккӗшне те вӗсене хӑйсем темле питӗ витӗмлӗ чӑнлӑх каланӑ пек туйӑнчӗ, иккӗшӗ те ҫавна май хускалмасӑр тӑнк хытрӗҫ, харӑссӑнах ӳсӗрсе илчӗҫ. Суту-илӳ ӗҫне пӗрле туса, укҫа нумай пухнӑ вӗсем. Эп — акӑш-макӑш! Ҫулталӑк та ҫитмен, ҫапах Варвари ҫӗрсе кайнӑ! Ача хӑварасшӑнччӗ эпӗ ун патне. — Ҫакӑ тивертрӗ-и? — Сана та карапа тытса пыма вӗрентӗҫ, эс штурвал умӗнче тӑни чух ҫил ҫула май вӗрессе шанатӑп эпӗ. Унӑн ҫырӑвӗсем пӑлхануллӑ пулса кайрӗҫ, вӗсенче вӗҫне ҫити каласа паман шухӑшсем нумай пулчӗҫ. Ҫакӑн пек кӑмӑла кӳрентерекенни кунта урӑххи те темӗн чухлех. Арина Власьевна тӑраниччен турра кӗлтурӗ; унтан хӑйӗн умӗнче пӗртен-пӗр куҫӗпе тинкерсе юпа пек хытса тӑракан Анфисушкӑпа нумайччен калаҫрӗ, нумайччен вӑрттӑн пӑшӑлтатса Евгений Васильевич ҫинчен асӑрхаттарчӗ, пӗтӗм шухӑшӗсене каласа пачӗ. — Атя, хӑнӑх. Яков пур ҫӗрте те ҫынсем тулӑксӑр, пушар вӑхӑтӗнчи пек тӑрӑшманнине сӑнарӗ, ҫынсем пурте уҫҫӑнах палӑракан ухмахлӑх тӗтӗмӗ кӑларса тӑчӗҫ, ҫитменнине ҫак ухмаха ернӗ кунсем часах пӗтесси нимрен те курӑнмарӗ. Унтан тӑваттӑмӗшӗ курӑнчӗ. — Итле-ха, Кассий, — терӗ ӑна хирӗҫ ҫамрӑк Пойндекстер, — апла тени кӑмӑллӑ мар. Ҫак вӑрман пирки яланах усал хыпар ҫӳрет. — Мӗнле тӗрӗслӗх ҫинчен пӗлтерме пултарӑн вара эс? Зурин манпа ҫывӑх тус пек алӑ тытса уйӑрӑлчӗ. Кулнӑ чухне шӑлӗсем те ҫӗнӗ пек туйӑнаҫҫӗ. Денщик конюхсемпе лӑпкӑн калаҫса тӑрать. Кунашкаллисем унпа ӗлӗкрех те пула-пула ирткеленӗ, чи-чи пӗчӗк чухнерен пуҫласах, ҫавӑнпа вӑл мӗн тумаллине пӗлет: лӑпланас тесессӗн, пуринчен малтан ҫав пӑтранчӑк сехӗрленӗвӗн пуҫламӑш сӑлтавне шыраса тупмалла. Хӑй ҫыру ҫырчӗ. «Кайтӑрах вӑл ҫӑва патне, ун пекех психологиллӗ пулсан» — вӗчӗхсе шухӑшланӑ Давыдов, хӑй савнине ӑҫта та пулин пӗччен курас шанчӑка пӗтӗмпех ҫухатса. Фома тӗлӗннӗ: унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем хӑйсене хӑйсем тин ҫеҫ юрланӑ юрра илтмен пекех тыткаланӑ. — Вӗлернӗ ӑйӑр! — Халь ӗлӗкхинчен те ытларах тиркетӗп. Вигвамра кӑнтӑрлахи пекех ҫутӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен тӗтӗм тухакан шӑтӑкран уйӑх ҫути кӗнӗ. Синопа амӑшӗ пӗчӗк тискер кайӑк пуҫне ҫӗклесе вӑрӑм хӑлхисене тӑратса тӑрӑшсах итленине курнӑ. Куҫсем йӑлтӑртатса кайрӗҫ, утӑмсем хӑвӑртланчӗҫ те ҫирӗпленчӗҫ, вӗсем пӗрин ҫинчен ҫеҫ — хӑйсене кӗтекен пуянлӑх, ҫак пуянлӑх кӳрекен хуйхӑсӑр, иртӗхлӗ, чаплӑ пурнӑҫ ҫинчен шухӑшланӑ. Сакӑр ҫул курман ӗнтӗ ӑна, нумай вӑл — сакӑр ҫул! Каярахпа пӗлсеттӗм эпӗ, вӗсене, тӑвӑл айне пулнӑ иртен-ҫӳренсене пӑхса тӑччӑр тесе, патшалӑх тӳлесе тӑрантарать иккен. «Красный луч» колхоз председателӗ артист пулсах ҫуралнӑ пулмалла ҫав, хӑйне тыткалама пӗлет, ӑна-кӑна питӗ лайӑх чухлать. Шалпар курӑнакан кӗпи-тумтирне юриех ҫапла ҫӗлетнӗ: вӑл вӑрт-варт ҫаврӑнкалама та кансӗрлемест, хуҫи хӑйне шукӑльрех ҫар ҫынни пек тыткаланине те пытармасть. Вӑл хӑш-пӗр ҫӗршывсенче чи пысӑк айӑплӑ ҫынсене кивӗ, шӑтӑк кимӗ ҫине лартса ҫав кимме тинӗсе кӑларса ярас йӑла пур тенине илтнӗ. Иванчо Йота ҫавна Михалаки Алафрангов тесе чӗнес вырӑнне хӑй мӑйӗпе, пур пӗрех пуль-ха тесе, ӑна халӑх ҫинчен Михалаки Алафрангов тесе икӗ хут та чӗннӗ, тет те, ҫавӑншӑн вӑл ӑна тахҫанччен каҫармасӑр ҫӳрерӗ. — Эвакопункт урлӑ, начальникӗ ман палланӑ ҫын. «Пан полковник, пан полковник!» терӗ жид тытӑнчӑклӑн тухакан сассипе хӑвӑрттӑн. Вӑл кирлӗ ӗҫ ҫинчен каласшӑн пулнӑ пек туйӑнать. «Пан полковник, эпӗ хулара пултӑм!» Ирхине, Корчагин вӑраничченех, Игнат пристане тухса кайнӑ. Вӑт, начальник пулма ҫавӑн пек ҫынсене суйласа илесчӗ… …Ромаҫ мана хӑй ҫук чухне мӗн тумаллине тата епле тумаллисене кӗскен, йӗркеллӗн ӑнлантарса парать. Эсӗ вара хӑвна вӗлерттересшӗн-и-мӗн? Иван Никифорович хӑш чухне сыхланаймасть вара, ҫавӑн пек чух Иван Иванович ларнӑ ҫӗртен тӑрать те: «ҫитӗ ӗнтӗ, ҫитӗ, Иван Никифорович; ун пек турра кӳрентерекен сӑмахсене каличчен, хӗвел ҫине тухни лайӑхрах», тет. Кӑшкӑрнисем янӑраҫҫӗ: — Ирландеца ирӗке кӑларӑр, вӑл айӑплӑ мар! — Халь пӗтӗмпе паллӑ ӗнтӗ, Шериф-ага! — кӑшкӑрса каларӗ Миал. Пӳлӗме тӗрлӗрен вӗт-шакӑр япала тултарса тӑнӑ, стена ҫумӗнче картинӑсем, тӑп-тӑп сентресем пулнӑ, пур енчен те куҫа илемлӗ те йӑмӑх япаласем сӗкӗннӗ. Кардинал тата ытларах пӗшкӗнчӗ. Лумсемпе, рычагсемпе хирсе пӑхрӗҫ, анчах вӗсем те катӑла-катӑла пӗтрӗҫ. Карл Иваныч пире яланах ҫиленмесӗр ятлатчӗ, ҫиленмесӗр хӗнетчӗ, ҫакна вӑл кирлӗ тесе шутлани, анчах ку кӑмӑлне килменни палӑрсах тӑратчӗ. Хуть мӗнле ҫӗнӗ япала е пулӑм ӑна хӑй шыракан ҫынсен йӗре ҫине ӳкерме пулӑшӗ. Нагульнов темле майлӑ та тӑрӑшрӗ, тем тӗрлӗ те ӳкӗтлерӗ, темпе те хӑратса пӑхрӗ пулин те, вӑрлӑх хывасшӑн пулман ҫынсене ирӗксӗрех киле яма тиврӗ. Уншӑн пулсан пирӗн — пурте урӑхла. Е эпир тытӑнса тӑрсан, шыв юхӑмӗ часах лӑпланать те, эпир вара ҫыран хӗррине канлӗнех ҫитӗпӗр, — терӗ вӑл. Туссемсӗрех? Атте Тепӗр ирхине манӑн икӗ хуйхӑ пулчӗ. — Тархасшӑн ан тивӗр ӑна, эсир мана юрататӑр пулсан, ӑна сиен ан тӑвӑр. — Актёр, — тесе пӑшӑлтатрӗҫ кӗтесре, манпа юнашар ларакансем. Давыдов кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, вара сӑмахӗсене тӑрӑшса суйласа, ҫапла тавӑрчӗ: — Ман пирки, Сидорович, ман ӗҫ пирки эсӗ тӗрӗссине нумай каларӑн, ҫавӑншӑн спаҫҫибӑ сана. Хуҫам та, унӑн хӑнисем те час-часах мана тӗрлӗ ыйтусем паратчӗҫ, эпӗ каланисене вӗсем пӗтӗм чӗререн кӑмӑлласа итлетчӗҫ. Хӑйне чӗннине илтсен, Микель аллисене кӗсйине чикрӗ те вӗсем патне васкамасӑр утрӗ. А вӑл каҫ! Карап тӑрса юлчӗ. Хӑвӑн ывӑлна ан пӑлхат. Вӑл та рабочисем ҫумне сӗртӗнме тӑрӑшать, вӗсем валли тӗрлӗрен вӑйӑсем шухӑшласа кӑларать, футболистсен командисем турӗ, библиотека уҫрӗ, — вӑл кашкӑрсене кишӗр ҫитерсе ҫавӑрасшӑн. Унтан сасартӑк Рыбина питӗнчен хӑвӑрт та вирлӗн чышса ячӗ. Тепӗр чухне тата, пӗтӗм ротӑна намӑс сӑмахсемпе тӑкӑлтарса тултаратчӗ те, васкавлӑн, анчах питӗ йӗплӗн хушса хуратчӗ: — Г-господа офицерсемпе подпрапорщиксӗр пуҫне. Хӑй вӑл «Пилигрима» пӑрахса кайма шутламарӗ. Ҫук, шутламарӗ! Типшӗм, ҫирӗп кӑмӑллӑ сӑн-пичӗ тем ҫинчен шухӑшланине палӑртрӗ, тутине хыттӑн пӑчӑртаса лартрӗ. Ҫапах та, Медынская пӗрре кӑвак шлепкеллӗ, ҫивӗтленӗ вӑрӑм ҫӳҫлӗ хулӑн улпутпа ҫуммӑн коляскӑра ларса пынине курсан, вӑл ун пирки хӑйӗн кӑмӑлне йӑлтах улӑштарнӑ. — Ҫурӑмӑнта санӑн пулька ларать, — терӗ Ванюша, пӳртре япаласем пухма тытӑннӑскер. «Катя, Катя!» — ӑшӑмра шухӑшларӑм та, уншӑн та кӳреннипе чӗрем хӗссе ыратнине туйса илтӗм. Алӑксене питӗрнӗ пулнӑ. Пӗр енче Мария Васильевнӑн пӗчӗкҫеҫҫӗ портречӗ пур, тепӗр енче — хура ҫӳҫ пайӑрки; — Тен, Негоро таврӑнать пулӗ? Анчах кунпа та савӑнӑҫ тупаймасӑр аптраса анасласа илчӗ, хашах сывларӗ те, нӑрӑ ҫинчен мансах кайнӑскер, лӑпах пырса ларчӗ ун ҫине. Шел Исая, вӑл пӗчӗк пӑта пек кӑна; пӑхса тӑтӑм эпӗ ун ҫине, вӑл сана епле ҫакма пулнине те аса илтӗм, — анчах манӑн ун ҫине тарӑхасси те, вӑл вилнӗшӗн хӗпӗртесси те пулмарӗ. Пӗррехинче ҫӗрле, кӑшт каннӑ вӑхӑтра, Павка куб кӑмаки умне кукленсе ларнӑ та куб айне вутӑ тултарать; куҫӗсене хӗскелесе, вӑл вут ҫине пӑхать. — Ку — санӑн. — Чӑнахах та хырӑмӗ ыратнӑ унӑн, — тесе пӳлнӗ юлташне Бим, — мӗншӗн тесен вӑл, хӑйне хӑй чӑрмала-чӑрмала, пӑр ҫинче йытӑ ҫури пек сиккелерӗ; ыратнипе йынӑша-йынӑша ҫухӑрчӗ. Эпӗ ӑна манмӑп, ҫук, ҫук. Ҫапла, пуҫне усса, пӗр вӑхӑт ларчӗ те ҫӗкленчӗ, хулӑн карра айккинчен тӗртрӗ. — Гарпенченко помещикӑнне, лешне, Микулинӑра сукцион туяннӑскере. — Мӗнле? — ыйтнӑ ман атте. Вӑл буржуаллӑ ҫӗршывсенчи нумай нациллӗ патшалӑхсен ӑнӑҫсӑр опычӗсене асра тытса тӑнӑ. Мӗншӗн? Ҫавӑнпа та вӑл мустангер ҫине усал клеме хума тӑрӑшнӑ ӗнтӗ. Вӗсем ҫине эпӗ нихҫан та шанман. — Мӗншӗн апла? — чӑнласах тӗлӗнчӗ Давыдов. Ҫапах, ман паллӑсем, пӗтӗмӗшпе илсе шутласан, «тӑваттӑран» чылаях иртрӗҫ, анчах ку мана пӗртте интереслентермерӗ ӗнтӗ; мала тухасшӑн тӑрӑшни ытла та айванла хӑтлану тата mauvais genre кӑна пулать тесе шутла пуҫларӑм, ҫакна хама ҫирӗппӗн ӗнентертӗм; ман шутпа шӑпах Володя пек туса пырас пулать: питех начар та ан пултӑр, ытлашши лайӑх та ан пултӑр. Пилӗк, ултӑ, атту тата ҫичшер те хутлӑ. Целуйко та шӑпланчӗ, улӑма аллипе яра-яра тытми пулчӗ. — Ниушлӗ ҫакна ҫамрӑк креолка, унӑн чи усал тӑшманӗн куккӑш хӗрӗ турӗ пулӗ? Леш карап та пӑрӑнчӗ, хыҫалтанах пырать. Вӑл Брузжаксем патӗнче темиҫе хут та пулнӑ. — Кунта ман патӑма ҫӳреме анне никама та ирӗк паман. Эпӗ халӑха кулӑшла кӗрешӳ пама пултараймастӑп. Ҫак енӗпе вӑйлӑскер, вӑл часах хисеплӗ вырӑн йышӑннӑ. — Мӗн парас-ха сана? Эпӗ часах хама кӗмешкӗн хушнӑ ҫын ҫуртне шыраса тупрӑм, утрав ҫинче хама хӳтӗлесе пураннӑ вельможа ҫырӑвне патӑм та, мана вӑл хисеплесех йышӑнчӗ. Воропаевӑн хучӗсем хушшинче тупнӑ Горевӑпа Голышевӑн темиҫе ҫырӑвӗ ӑна чылайччен канлӗх памарӗ, анчах хӑйӗн иккӗлле шухӑшӗсене Воропаева пӗлтерме хӑяймарӗ, тата тимлӗрех ӗҫлеме тытӑнчӗ. Анчах халӗ ӗнтӗ ӗҫ укҫа ҫине куҫрӗ. Хирӗҫ тухнисемпе секундантсем, йӑла тӑрӑх, пӗр-пӗрне пуҫ тайса илчӗҫ; тухтӑр ҫеҫ, ним пулман пек анасласа илчӗ те, курӑк ҫине ларчӗ: «Манӑн рыцарьсем пек чыслӑ пулма вӑхӑтӑм ҫук», терӗ пулас. Паркра никам та ҫук! — Ай-ай! Унӑн капмар мӗлки тӗнче масарӗ хушшинче пӗччен ҫапкаланса ҫӳрет. Вӑл яланах никампа та килӗшместчӗ, пуринпе те хирӗҫ тавлашатчӗ, пурне те тӳрӗ сӑмах каласа паратчӗ, кашни праҫникре тенӗ пекех вара ӑна ҫавӑншӑн певчисем те кам хӗртме пултарать, камӑн хӗнес килет, ҫавсем пурте шутсӑрах хытӑ хӗнетчӗҫ. Эсир килнине эпӗ аякранах куртӑм. — Ӑна ыран пӗлӗпӗр, — терӗ майор сиввӗн, Гленарвана шухӑшласа илмен ӗҫе тума парас мар тесе. — Ҫук, манӑн ӑна халех пӗлесчӗ! — терӗ Гленарван. — Юлӑр, эпӗ разведкӑна каятӑп. — Унашкал сасӑланӑшӑн янахран тӑрӑнтармалла! … Мана ҫакӑн пек питех те кирлӗ чухне вӑл таҫта сулланса ҫӳрет! Республика пирӗн ҫине малтан тапӑнчӗ. Вӑл пирӗн пата ыйтмасӑрах килчӗ, пирӗн ялсене вирхӗнсе кӗчӗ, пирӗн ҫуртсене, вырӑс тырпулсене вут чӗртсе ҫунтарчӗ, пирӗн фермӑсене аркатрӗ, пирӗн арӑмсемпе ачасен вара ҫурхи кайӑксем юрлама пуҫличченех вӑрмансем тӑрӑх ирӗксӗрех ҫара уран сӗтӗрӗнсе ҫӳремелле пулчӗ. — Рене-Жан. Ун пек пулсан, Сан-Паулу-ди-Луандӑна ҫитес вырӑнне Дик Сэндпа ун юлташӗсем ҫав сарлака шывӑн вӑррине пырса тухӗҫ. — Эпӗ те каятӑп, — терӗ вӑл, лӑпкӑн. Тантӑш пулнӑскерсем, пӗр сословинчен тухнӑскерсем, пӗрешкел воспитани илнӗскерсем, вӗсем кӑмӑл тӗлӗшпе те, йӑла-йӗркепе те кӑшт пӗр майлӑрах пулнӑ. Дик пуринчен кайра молитвӑсене мӑкӑртатса тата вӑрҫса пырать. Унӑн сив чирӗ вӑйланса ҫитет. Вӑл чӑнласах та кавалерирен куҫнӑскер пулнӑ, ҫак самантра вӑл, бульваралла хӑпарнӑ май, халь кӑна илнӗ ҫыру ҫинчен шухӑшласа пынӑ, ку ҫырӑва вӑл хӑйӗн юлташӗ пулнӑ ҫынран, халь отставкӑна тухнӑскерӗнчен, Т. кӗпернинчи помещикрен илнӗ. Кунта акӑ, шӑп ларакан хулара, урамсем тӑрӑх ҫӳресе, Павела темӗн пусса тӑнӑн туйӑнать. Ҫавна каласан, Плутон картиш урлӑ кухньӑна чупнӑ. Пӑх-ха, французсен ялавӗ вӗлкӗшет Малахов курганӗ ҫинче, — терӗ тепри, хыпӑнса ӳксе, подзорнӑй труба патӗнчен пӑрӑнса. Эсӗ ҫав ӗнерхи супинкке хуҫисене ӳкӗтлеме хӑнӑхнӑ, эпӗ вара вӗсене хамӑн партизан совеҫӗ хушнӑ пек агитацилетӗп. — Чӳречи ҫӗртен ҫӳллех мар. Вӑл малтан та хӑрушлӑхран мар, эпир ҫиленесрен хӑранӑ иккен. Халӗ, лӑпланса ҫитнӗскер, хутран-ситрен ҫеҫ ассӑн сывласа илет, вӑл хӑй йышӑнса тӑнӑ вырӑна нимӗн тусан та улӑштарма кӑмӑл тӑвассӑн туйӑнмасть. — Синьор Риварес, — терӗ кардинал ун сӑмахне пӳлсе, — эпӗ кунта сирӗншӗн килтӗм. Вӗсенчен малтан кунта пӗр ҫирӗм туземец ҫавнашкал кимӗпех килсе чарӑннӑ. Сивӗ ҫил хӑвалакан тинӗс хумӗсем хӑйсен ҫулӗ ҫинче сӑртсем ҫине ҫитсе ҫапӑнса чӑрманнипе чылай хӑрушшӑн кӗрлесе тӑраҫҫӗ. Тӗлӗксем каласа кӑтартни — чи сиенсӗр ӗҫ вӗт вӑл, унта ним хӑраса тӑмалли те ҫук… Становой. Таҫта кайрӑр-им? Санран ГПУра ыйтса пӗлччӗр, ҫылӑхӑра каҫарччӑр, мана кирлӗ мар вӑл, — терӗ Разметнов. — Эпӗ ӑна пӗлетӗп. Юлашки сехетсем Хӗвел сӑртсен хыҫне анса пытаннӑ самантра тыткӑнри европеецсене каялла хӑйсен тӗрмине илсе кайрӗҫ. Чӗри, начар пулин те, тапать-ха; Вавжона хӗрӗ халь-халь вилсе каяссӑнах туйӑнать. Пысӑк спаҫҫибӑ! Хуҫапа хуҫайккӑ мӗнле пӑшӑлтатнине хам илтрӗм», — тет. Иха карҫинккине ҫӗклесе айккинелле куҫрӗ. — Монастыре каятӑп, — хушса хурать Хохол. Тепӗр минутран Гашан каялла килсе:— Командир, ятарласа янӑ ҫын Жавенене тухса кайрӗ, — тесе пӗлтерчӗ. Ромашов кравать ҫине тӑрса ларчӗ. Анчах ҫутӑра пӗтӗм пичӗ ҫинчи ӳчӗ ҫӗвӗклӗ пулни палӑрнӑ. Власова Николай патне вӑл пырса чӗннӗ хыҫҫӑн тӑваттӑмӗш кунӗнче тухса кайрӗ. Кӑнтӑрла тӗлнерех инҫетрен темӗнле шавланӑ сасӑ илтӗнет. Вӑл сӗтел хушшинче пит те пӑшӑрханса ларнӑ, тарҫӑ пырса кӗрсен пӗр-икӗ хутчен шартах сиксе илнӗ. Шурри саралнӑ, чиканла, вӑрӑ-хурахла хура куҫӗсем ун сасартӑк хевтесӗррӗн те мӗскӗннӗн мӗлтлете-мӗлтлете илчӗҫ те, кӗре питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫуль пӗрчисем шӑпӑртата-шӑпӑртата юхса анчӗҫ. Мӗн хӑтланатӑн эс! Анчах Костя хӑйне хӑй ирӗксӗрлесех Лозневоя та хисеплеме пуҫланӑ. Господа! Кайран ҫеҫ тӗшмӗртрӗм вара эпӗ, тусӗсем унтан аслӑрах пулнӑ иккен те, Катя вӗсен ҫырӑвӗ майлӑ ҫырма вӗреннӗ иккен. Кай! Приказчиксемпе ача-пӑчасем, Крэнкбиле арестленине кура, ахӑлтатма тытӑннӑ. — Ну, апла пулсан, кӑшкӑрӑр: пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ! — терӗ фон Рихтер, ним тума пӗлмен Панталеоне еннелле ҫаврӑнса. — Пирӗн ҫарсен, ҫухатусем пур пулин те, вӑй-халӗ кунсерен ҫирӗпленсе пырать. Калама канас. Мунчо мар ӗнтӗ, вӑл, пӗтӗмпе пӗлес пулсан та, ун пек хӑтланмасть. Огнянова ҫав ухмах мӗнле юратса тӑнине игумен пит лайӑх пӗлет. Мунчо, тен, мӗнле те пулин йӑнӑшла ӑна сутма пултарнӑ пулинех? Ҫапах та эпӗ хумханатӑп. Тул ҫутӑлас умӗнхи кӑн-кӑвак шӑплӑх. Пӑван пӗр эрне хушши ҫав тери асапланчӗ. — Каймастӑп, — ответлерӗм эпӗ, ҫав хушӑра ӑна вырӑн пама диван хӗррине куҫса лартӑм та, вӑл манпа юнашар ларчӗ, — Ман ахаль те каяс килмест, эхер эс те сӗнместӗн пулсан, тем парсан та каймастӑп. Вӗсенчен пӗринче ҫапла каланӑ: «Парижран килнӗ чаплӑ тухтӑр «Арман де Монтальбан «Френологи науки ҫинчен» лекци вуласа парать» — ҫав уйӑхри ҫав кун, ҫав вырӑнта, кӗмелли билет вунӑ цент тӑрать, «ҫирӗм пилӗк цент тӳлесен, камӑн мӗнле пултарулӑх пуррине калать, кӑмӑл уйрӑмлӑхӗсене пӗлтерет». — Ҫапла, эпӗ пӗлетӗп, эсир те, вӑл та ман ята асӑнман, анчах сирӗн рыцарьлӑхӑр ахаллӗнех сая кайрӗ: хула тӑрӑх пурпӗрех элек ҫӳрет. Хӗрарӑм ҫинчен вӗсем тарӑхса, хурланса, тепӗр чух хумханмалла, анчах ялан тенӗ пекех хӑрушла, кӗтмен япаласемпе тулса ларнӑ тӗттӗмлӗхе пӑхса тӑнӑ пек калаҫатчӗҫ. Ну, юрӗ, ҫитӗ, ун ҫинчен калаҫмӑпӑр… Тен эсӗ кама та пулсан пытарма та ӗлкӗрнӗ, э?» — Николай Антоныч, — терӗм эп питӗ лӑпкӑн, — эсир айӑплӑ иккенне пӗтӗм этемлӗх умӗнче кӑтартас пирки хам ӗмӗре ирттерӗп тесе ан шутлӑр эсир ман ҫинчен. Урӑхла каласан, халӑх мӗн тӑвӗ-ши? Тата лашине сутнӑ, — терӗ те Оленин кӑмака ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫак самантра ҫамрӑкӑн хулпуҫҫийӗ ҫине такам алли выртрӗ, лайӑх палланӑ сасӑ йӑпӑлтатнӑн:— Эхэ, йӑнӑшмастӑп пулсан, эсир-и ку, ман ҫамрӑк тусӑм? Унтан, пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, хушса хучӗ: «юрать, нимех те мар; эпир тупа туса каланӑ сӑмаха пӑсмӑпӑр, унсӑрӑнах мӗн те пулин шутласа кӑларӑпӑр. Халь, ак, хам нихҫан та палламан ҫыннӑн чӗринчи вӑрттӑн шухӑшӗсене мӗн пирки эпӗ пурне те пӗлтересшӗн пулнине ӑнлантарса парас тетӗп. Вӑл каллех шикленме пуҫларӗ, ҫапах та хастарланма тӑрӑшса, кутамккине тата ҫӳлерех туртса ҫакрӗ те, тӗме ҫинчен айлӑмалла уксахласа анма пуҫларӗ. Шӑммисем вӑрӑм, ҫӳҫӗ сарӑ. Юрать. Ҫутӑ сӳнтерет те нумайччен выртать, тӗттӗмлӗхелле пӑхать, тӗмсӗлет… Пӗччен-пӗччен шухӑш юхать, юхать… Унӑн пурнӑҫӗ хӑй тӗллӗнех пулса пынӑн туйӑнать ӑна, е хӑй тӗллӗн мар пулсан, ҫӑмӑллӑн та темӗнле питӗ ансатӑн йӗркеленсе пырать. Эпӗ ӑна часах та курайман, мӗншӗн тесен вӑл питӗ те пӗчӗккӗ, питӗ ансӑр. Хайхисем тӑваттӑшӗ те шурса кайрӗҫ, ҫапах та хӑйсене сыхласа тӑмалли вырӑналла шӑппӑнах утрӗҫ. — Аптрамалла мар! — терӗ амӑшӗ. — Акӑ ӗнтӗ ҫав французла кӗнекесенче ҫырнӑ савӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ, — тесе шухӑшлаттӑм эпӗ, чӳречесем витӗр пӑхса. Те хӑйсем пит ҫӳлте тӑнине, те хӑйсен халсӑрлӑхне туйса, пӗрле шут тунӑ пекех, икӗ суккӑр кӗтесри чӳрече патне кайрӗҫ те, аллисемпе чӳрече янахӗ ҫине тӗренсе, каҫхи ҫил варкӑшӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра илнӗ ҫырусем Инсарова тӑван ҫӗршывне чӗнеҫҫӗ. Дик Сэнд йӑнӑшмарӗ. Тӗрӗссипе каласан, вӗсен вӑрҫӑ логики те ҫакӑнта кӑна пулать. Сайра хутра — анчах ку ӗнтӗ час-часах пулма пуҫланӑ — Петр Артамонова хӑйӗн килӗнчи ӑнланмалла мар тӑрмашу вӑратнӑ: унта темле ют ҫынсем пырса кӗнӗ, вӑл вӗсем ҫине тинкерсе пӑхса, вӗсем шавлӑн аташнине ӑнланса илме тӑрӑшнӑ, арӑмӗ ҫухӑрнине илтнӗ: — Турӑҫӑм, мӗн вара ку? Ҫӗре тара илесси тата батраксене тара тытасси халӗ текех пулма пултараймасть! Ку хӗрарӑм кам тата? — Ҫак Вена инерцине эпӗ темле, ӑнланма та пултараймастӑп, — терӗ Горева тепӗр вунпилӗк минутран Голышев майора. Унӑн сывлӑхӗшӗн Горева паян ним чухлӗ те шикленмест, мӗншӗн тесен снаряд ванчӑкне ӑнӑҫлӑнах кӑларнӑ ӗнтӗ. — Пӗчӗк хуласенче, — кӑна эпӗ темиҫе хутчен те курнӑ, — ҫынсем пирӗн пулеметсене кӳлӗнетчӗҫ, пульӑсем айӗнчен аманнисене илсе тухатчӗҫ, ҫул кӑтартса паратчӗҫ, Венӑра вара нимӗнпе те интересленмен ҫынсене кӑна куратӑп, вӗсем тӗнчери мӗнпур япаласенчен хӑраҫҫӗ е ҫав япаласем ҫине: маншӑн пурпӗрех, тенӗ пек пӑхаҫҫӗ. Эпӗ вунсакӑр ҫула ҫитнӗ ӗнтӗ, хамӑн кӑмӑла кайнӑ пек тума пултаратӑп. Анчах кӗтӳсенче лайӑх лашасем пур пулсан, вӗсене ирландец сиртен малтан тытасран хӑратӑп. — Сире ҫак тӗлте чарам-ха, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ Паганель Гленарвана. Ҫакна пурне те Халл капитана Том кӗскен каласа пачӗ. Мӗн курасси хаяррӑн та курӑнать! Кӑшт айккинерех, лапам ҫыран хӗррипе, чеченецсен аулӗн тӑм пӳрчӗсем, вӗсен лаптак тӑррисем тата варинкке евӗрлӗ мӑрйисем курӑнаҫҫӗ. Ну, мӗн калӑн-ха кунта? Кӳме урапи ҫухалнӑ… Атте вӗсене пӗрехмай кӑшкӑрса ылханчӗ. Тӳсмелле мар выҫса ҫитнине тин туйса илчӗҫ те ҫӑткӑннӑн ҫиеҫҫӗ. Алжир бейӗн сӑмси айӗнчех мӑкӑль пур, ҫавна пӗлетӗр-и? Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ. Ытла пӑчӑран шупкалнӑ тӳпен кӑваклӑхпе те, хӗвелӗн сывлӑшра чӗтӗрекен ылттӑнла ҫутине те, аякри уйӑн ӑшӑ-ӑшӑ симӗслӗхне те, — калӑн, ҫаксене вӑл халиччен асӑрхаман, — ҫийӗнчех ҫивӗч те хаваслӑ витӗрлӗхпе курах кайрӗ вара вӑл, сасартӑк хӑйне ҫап-ҫамрӑккӑн, вӑйлӑн, маттуррӑн та мӑнаҫлӑн туйса илчӗ, мӗншӗн тесен вӑл, куҫа курӑнман пӗр ирӗк-кӑмӑлпа вӑрттӑн ҫыхӑннӑ та, ҫак яштака, ним хускалман, хӑватлӑ ҫынсен йышӗнче, ретӗнче тӑрать… Халӗ эпӗ шӑпӑрт пулатӑп, эсӗ калаҫса кӑтарт. Пурин ҫинчен те: мӗнле пурӑнаҫҫӗ вӗсем, мӗн ӗҫлеҫҫӗ, мана мӗн калама хушрӗҫ… мӗн астунине йӑлтах каласа пар. Ахалех паллӑ, ҫӗлен тирӗн ӗҫӗ ку. Калаҫнинчен усси ҫук. — Пар, ҫӗлем, хӑтланса пӑхам, вара курӑн унта, — ҫине тӑрса ыйтрӗ хӗр. Ҫак ҫуртӑн ҫурҫӗр енчи алӑкӗн ҫӳлӗшӗ тӑватӑ фута яхӑн, сарлакӑшӗ икӗ фута яхӑн, ҫавӑнпа эпӗ вӑл алӑкран ҫӑмӑллӑнах кӗме пултармалла. Мересьев хирӗҫ чӗнмерӗ. — Ман ҫумма мӗн ҫыпӑҫатӑн эсӗ, Ипполит? Эсӗ хӑв мӗншӗн кӗместӗн партие? Кукушкинӑн суранлӑ ури ҫине хунӑ лубоксене хывса илчӗҫ. Сана, Евгений, паллах, хамӑн кабинета паратӑп. Акӑ мӗншӗн эпӗ малтан Лаггнегга кайма, унтан вара Япони урлӑ Европӑна таврӑнма шутларӑм. Вӑл хӑрушлӑх ҫинчен шухӑшламасть, тен, ку тарана ҫитсе пӗрре те аманманран ҫавӑн пек пулӗ. Инкекрен мӗнле хӑтӑлмалла? Ҫакӑнтан, ют ҫӗршыв хӑнисем коньяк ӗҫсе ларакан вырӑнпа, пӗлтӗр Провалов дивизийӗ иртнӗ. Нумайӑшӗ аса килеҫҫӗ… Вӑл хӑйӗн хыҫӗнчи Фёдорӑн янӑравсӑр хулӑм сассине итлет: — Халех, ман ятпа, округри штаб начальникӗпе калаҫ. Тӳррипех калас пулать, ҫакнашкал хирӗҫлени нумай ҫынна тӗрӗс пек туйӑннӑ (халь те ҫапла туйӑнать-ха); анчах Августина Христиановна хӑй ашшӗпе пӗр тӑванӗн хӗрне, Феодолинда Петерзилиус патне яракан ҫырӑвӗсенче ун ҫинчен: Мein Pinselchen, тесе ҫырасса Николай Артемьевич асне те илме пултарайман. Курок шатлатса илсенех, хырсем хыҫӗнче такам каялла чакнӑ пек туйӑнчӗ, йывӑҫ тураттисем чӳхенсе илчӗҫ те тавралӑх каллех шӑпланчӗ. Ку ҫу вӑхӑтӗнче эпӗ тунсӑхланӑран Любочкӑпа тата Катенькӑпа туслашма, вӗсемпе калаҫма темиҫе хут тытӑнса пӑхрӑм, анчах кашни хутрах вӗсен логика тӑрӑх шухӑшлас пултарулӑх ҫукки ҫине пыра-пыра тӑрӑнтӑм, вӗсем куллен тӗл пулакан чи ансат япаласене те, сӑмахран, укҫа мӗнле япала иккенне, университетра мӗн вӗреннине, вӑрҫӑ мӗнне тата ытти ҫакнашкал ыйтусене те пӗлмеҫҫӗ, ҫав япаласем ҫинчен ӑнлантарнине пач итлесшӗн мар, ҫавӑнпа вӗсемпе туслашма хӑтланни хӑйсем ҫинчен эпӗ лайӑх мар шухӑшланине ытларах ҫирӗплетрӗ ҫеҫ. Ҫак сӑмахсем пӗтӗм ушкӑна ҫӗклентерсе ячӗҫ. Эпӗ парӑнмастӑп, пӗр утӑм та чакмастӑп, вара унтан хӑшӗ ҫӗнтернине курӑпӑр, — этем-и е ҫутҫанталӑк-и? Эпӗ пӗтӗмпех илтрӗм-ҫке, куҫӑм хуплантӑр! Цимбал килхушшин стенисем пытарса тӑракан «Калинин» колхоза унтан илтӗнсе тӑракан сасӑсем тӑрӑх кӑна чухлать Воропаев. Мустангер сасси илтӗннӗ: — Ман револьвер сирӗн тӑнлав тӗлӗнче. Тата мӗнле тӗлӗнмелле япаласем, мӗнле пуянлӑхсем пытанса выртаҫҫӗ-ши ҫак хӑвӑлра? Ҫиес килет вӗт. Пахчасӑр, паллах, юрамасть. Ӑҫтан-ӑҫтан кӑна пырса кӗмест пуль ирӗклӗх шухӑшӗ, вӑл пӗтӗмпе ҫавӑрса-ыталаса илет — сӑрт-тусене, айлӑмсене, чухӑнӑн ҫуртне-йӗрне; турра пӗччен кӗл туса пурӑнаканӑн пӳлӗмне те кӗмесӗр хӑвармасть. Анчах сасартӑк тикан аптраса чарӑнса тӑчӗ; аякри дозортан ӑна хирӗҫ икӗ пӑлхавҫӑ килет иккен, ҫапла майпа унӑн ҫулӗ ик енчен те пӳлӗнчӗ. — Федя! — Иртӗр, иртӗр, ав сулахайра пушӑ вырӑнсем пур. Казаксем ахӑлтатса кулса ячӗҫ. Уншӑн вӑл географиллӗ пӗчӗк пӑнчӑ кӑна мар, — лутра ҫуртсемлӗ пӗчӗк хула пулнӑ, ҫав хула хӗрринчи урамсем курӑкпа витӗнсе выртнӑ, ҫамрӑк топольсем тусанлӑ ҫулҫисемпе чӑштӑртатса, пӑшӑлтатса тӑнӑ, пахчасенчен укроп, петрушка шӑрши кӗнӗ, унтах йӑрӑм-йӑрӑмлӑ арбузсем выртнӑ, ҫеҫен хиртен ҫил вӗрнӗ, сарлака юханшыв тӗкӗр пек ҫутӑлса выртнӑ, унтах илемлӗ, кӑвак куҫлӑ, хӗвелпе пиҫнӗ хӗр тата шурӑ ҫӳҫлӗ, ялан хыпкаланакан амӑшӗ пулнӑ. — Ой, мӗн калаҫатӑн эсӗ, еретик! Апла пулсан, Воропаевӑн тӑван корпусӗ те Дунай урлӑ каҫасшӑн ҫапӑҫнӑ, оборонӑна татнӑ чух малтисен ретӗнче пулнӑ пулӗ; апла пулсан, Горева та хӑйӗн госпиталӗпе ҫавӑнтах пулӗ. — Юрамасть! — Тимур сӑмахӗсене аса илсе йывӑррӑн хашлатрӗ Женя. Ахалех паллӑ. Хура тӑлӑпне йӳле янӑ вӑл. Аллинче ҫӗлӗк. Лачкам тара ӳкнӗ. Тӗксӗмрех те хурарах вӗрене вӑрманӗ мӑнаҫлӑ та чаплӑ пек курӑнса ларать. Ҫие малицӑсем тӑхӑнса ярса, эпир айсберг тӑррине пӗр-пӗринпе ура вӗҫлӗн выртрӑмӑр. Максим хӑйӗн урине манӑн ҫурӑм хыҫне, малица ӑшне, эпӗ хамӑн урана — унӑн ҫурӑмӗ хыҫне, унӑн малици ӑшне, чикрӗмӗр. Эпӗ часах ҫитесси ҫинчен пӗлтерме, его величествӑран вӑл хӑйӗн тронӗ айӗнчи тусана ҫуласа тасатмашкӑн мана хӑш кунта тата миҫе сехетре ирӗк пама пултарасси ҫинчен ыйтса пӗлмешкӗн малтан йыхравҫӑ ячӗҫ. — Хамӑр куҫпа хамӑр куртӑмӑр, — тенӗ Бим. Вӑл, хӗвел ҫинче хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене чарса пӑрахса, чунран тӑвӑнса, 64-мӗш номерлӗ полицейски ҫине пӑхнӑ та аллисене сенкер блузи ҫумне хӗреслесе тытса, таҫтан, те пуҫ тӳпинчен, те ура тупанӗнчен тухакан хӑрӑлти сасӑпа кӑшкӑрса янӑ: — Мӗн? Эп каларӑм-и, «Ӗнесене вилӗм» тесе? Тепӗр тесен, хӗрарӑмсем вӗсем пурте путсӗр. Амӑшӗ алӑк уҫса кӗртсенех вӑл урайне пӗчӗк ҫеҫ сарӑ чӑматан пӑрахрӗ те хӑвӑрт кӑна Власовӑн аллине ҫавӑрса тытса:— Эсир Павел Михайловичӑн амӑшӗ пулас, ҫапла-и? — тесе ыйтрӗ. «Мӗн ҫинчен шутласаттӑм эпӗ халь? — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ Ромашов, пӗччен юлсан. Татьяна ырханкка, тӗксӗм ӳт-тирлӗ, хӑй илемлӗ пулманшӑн тарӑхса ӳснӗ. Вӑл, ҫак тӗрлӗрен хӗрарӑмсен ушкӑнӗнчи пӗртен-пӗр арҫын, инҫетелле каякан самолёт хыҫҫӑн чылайччен алӑ сулса тӑчӗ. Урӑхла пулма та пултарайман. Кунта ҫӗр танлашӑвӗн тапхӑрӗнче, халӑх кӗпӗрленӗвӗнче, ҫӑмарта евӗрлӗ параппансене ҫапнӑ май, ҫарамас хӗрарӑмсем ташланӑ май, — чи аслӑ Мӑчавӑр, Хӗвел Ывӑлӗ, аслӑ патша, хулари чи хитре яшсенчен пӗрне вӗлерет те ӑна вӑкӑр хырӑмӗнче ҫунтарать. Хутран-ситрен, шӑрӑх пусса ҫитерсен, раща урлӑ каҫнӑ чух эпир кӳмерен тӑрса юлатпӑр, симӗс туратсем хуҫатпӑр та урапа ҫинче беседка тӑватпӑр. Креолкӑн кӗвӗҫекен чӗри иккӗлле шухӑшланипе урӑх ӗнтӗ асап тӳссе тӑма пултараймасть. Арӑм мана ҫав ҫын пирки кӗвӗҫни хакне те тӑмасть тесе каламарӗ-и-ха? — Якова хӗнесе вагонран кӑларса ывӑтрӗҫ, терӗ… Хӑш-пӗр чух инкеке сирсе яма май килет, анчах ку ун йышши инкек мар — эпӗ вара ӑна сирес тесе тӑрӑшса та пӑхмарӑм, ӑна кӗтсе, хула тӑрӑх салхуллӑн сулланса ҫӳрерӗм. — Мӗншӗн тесен кӗленчене карап ҫул ҫинелле кӗрсе кайнӑ вӑхӑтра ҫеҫ океана пӑрахма пултарнӑ. — Акӑ мӗн, тусӑм: кая юличчен, ку ухмахла пословицӑна манса кай эсӗ. Вӑл унтан час тухмарӗ. Сӑнӗ унӑн ӗмӗтлӗ: — Эсӗ итлерӗн-и? Канат ҫинчи вӑйӑсене аслӑ вырӑнсене кӗме кандидатра тӑракан тата патша ҫуртӗнчен пысӑк ырлӑх кӗтекен ҫынсем анчах выляма пултараҫҫӗ. Ку бухтӑна Гельм сӑмсахӗ хӗвеланӑҫ ҫилӗсенчен хӳтӗлесе тӑрать. Инкексенчен епле хӑтӑлмалла? Мана курсанах ҫак лаша кӑшт кӑна чӗтренсе илчӗ, анчах вӑл самантрах лӑпланчӗ, мана тӳрех питрен тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Ман ал-урасем ҫине пӑхса, вӑл ман тавра темиҫе хут ҫаврӑнчӗ. Марья Николаевна аллине ерипен те ҫемҫен ун алли ҫине хучӗ те ачашшӑн сӗртӗнсе илчӗ. — Голос ӑҫта ӗнтӗ халь? — ыйтрӗ вӑл, артистсен хушшинче Фратю господин ҫуккине асӑрхаса. Андрей шурӑ шӑлӗсене йӑлкӑштарса илчӗ. Халӗ тӑвакан ҫитмӗл миль тӑрӑшшӗ ҫул Сэндхорста Эхукӑпа, кӑҫал кӑна Мёррей ҫыранӗн хӗрринче туса лартнӑ хулапа пӗрлештермелле. Вӑл хӑйне сырса илнӗ ҫынсен хушшине тӑчӗ, вара пӑшалӗ ҫине таянса ҫапла каларӗ: — Текех сирӗн вӑрман касмалла пулмасть ӗнтӗ. — Хлебников! Чалӑш алӑллӑ эсремет! — кӑшкӑрашрӗ пӗчӗк, чӑп-чӑмӑр та вӗтӗркке Шаповаленко ефрейтор, сассинче унӑн начальникле тарӑху янӑрарӗ. — Ривареса ҫул ҫинчен тартмалла тӑвас пулать. Кала, шуйттан илесшӗ!.. Кун ҫине пӑхсан апла мар, кун ҫине пӑхсан чӗре ыратса каять. Ҫавӑнта тӑракансем пурте тенӗпе пӗрех ӑна пӗлсе тӑнӑ. Ӑна хисепленӗ, нумайӑшӗ тата хӑранӑ та. Мӗнле майпа ҫынлӑха тухрӑн? Кӗтӳ хуса кӗртмен-ха, халӑх та ӗҫрен таврӑнман. Мӗншӗн кӑна итлемерӗм эпӗ ҫавӑн чух чӗрен тӗтреллӗ туртӑмне, хӑйӗн хӑвӑрттӑн пулса иртекен вӑрттӑн сисчӗвлӗхӗсем тӗлӗшпе — пӗр иккӗленмесӗрех ӗненетӗп куна эп халӗ! — нихӑҫан та йӑнӑшмасть-ҫке вӑл. Ачалӑхран унӑн асӗнче нимӗн те юлман — спектакльсем те, цирк та, ёлкӑсем те, кинокартинӑсем те; мӗнле те пулин тутлӑ япала ҫисе курнине те астумасть вӑл. — Уҫӑп ҫинчен, — терӗҫ ӑна хӗрарӑмсем. — Ҫапла, аппа, хамӑр атте пек, Джон капитан пек, эпӗ моряк пуласшӑн! Унтан вӑл, хӑй кӑштах лӑпланса ҫитсен, калаҫӑва урӑх еннелле, — вӗсенчен нихӑшне те тивмен япаласем ҫинелле, — пӑрса яма пикенчӗ. — Юрӗ, каях аяккалла! Эсир кунта халӑха куртӑр вӗт, хӑйӗн шӑпине тӗрӗс те ӑслӑ ҫулпа яма пултарайманнине хӑвӑрах тавҫӑратӑр вӗт-ха… Старик пит йывӑр шухӑша кайнӑ пек пуҫне малалла усса пӗшкӗнерех ларнӑ. Унтан Житейкин Петра мӑшкӑлланӑ пекрех сасӑпа ҫапла каларӗ: — Эсир аҫӑра хӑвӑр масар ҫине пытарасшӑн тени илтӗнет, ҫапла-и, ҫук-и? Каярахпа пурнӑҫӑмӑр кӑйттӑланчӗ, пире ҫитерессе те выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнмаллӑх ҫеҫ ҫитерчӗҫ. Санран пытанма хӗнрех. Ҫӗлен пуҫне лапчӑтнӑ, Крыма хӗрлӗ юхӑм кӗрлесе кӗнӗ, кӗрлесе кӗнӗ юлашки хут хӑрушшӑн ҫапакан 1-мӗш утлӑ ҫар дивизийӗсем. Ан тив, уйларӑм пуҫӑмра, мӗн пуласси пултӑрах, анчах хам савнӑҫа никама та памастӑп… Тӗттӗмре хӑвна никам та курмасть те ҫавӑнпа савӑнса вӑрҫатӑн-и, ухмах? Козаксем икӗ рульлӗ ҫинҫе кимӗсемпе хӑвӑрттӑн ишеҫҫӗ, кӗсменӗсемпе ҫӑмӑллӑн ӗҫлеҫҫӗ, вӗҫсе хӑпаракан кайӑксене хӑратса ӑшӑк вырӑнсенчен асӑрхануллӑн пӑрӑна-пӑрӑна иртеҫҫӗ, вӗсем хӑйсен атаманӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Эсӗ хӑвӑн арӑму умӗнче, Лушку умӗнче чышкуна шанлаттар, эпӗ сан арӑму мар! «Пур-ха, батько йӗнӗсенче тар; хавшаса ҫитмен-ха козаксен вӑйӗ; авӑнмаҫҫӗ-ха козаксем!» Сӑмах паратӑр-и, ҫук-и? Вара виҫҫӗр тупӑ пӗр харӑс персе яни тинӗс тӗпне чӗтретсе илчӗ. Эпӗ сан патна ыран пыратӑп. Ҫаклантӑр кӑна ӳлӗмрен ман алла пӗр-пӗр тухатмӑш, ан тив пӗртен-пӗр хут ҫеҫ лектӗр, эпӗ ӑна лайӑх кӑтартӑп! Уйрӑмӑнах музыка урокӗсем унӑн кӑмӑлне килеҫҫӗ. Фронтран килнӗ ҫырусене вулас темерӗ вӑл, Софья Ивановна Журинӑн виҫкӗтеслӗ ҫырӑвне уҫрӗ. Анчах пуринчен те ытларах ҫаплаччӗ: унӑн куҫӗпе пӑхни те, калаҫнӑ сӑмахӗ те, ларни-тӑни те — пурте сана ырӑ та, усал та сунманнине пӗлтеретчӗҫ. Ҫапла пӑхни вӑл йӗрӗннине пӗлтерместчӗ, анчах йывӑрлатса яратчӗ, илӗртсе хӑй тыткӑнне илетчӗ. Эпир Льгова ҫитрӗмӗр. — Ӑнланӑр ӗнтӗ мана, эпӗ чӑнласах калатӑп! Япалине хут ӑшне чӗркесе лартнӑ. Пӗр-р-е-мӗш! Ваҫили Андрейч ҫуна патне пынӑ, ҫуна ӑҫта ларнине тӗттӗмре хӑй аран-аран курнӑ; ҫунана кӗрсе ларнӑ та алла тилхепе тытнӑ. Ятлаҫа-ятлаҫа Гусев хапха умне чупса ҫитрӗ те ҫӑраран бронза алӑкпа шанлаттарчӗ. Эсӗ, ан тив ӑна, Катя. Эпӗ — Дубровский. — Питех те тӗрӗс, Ривэра, — килӗшнӗ Робертс. Аяксем — шӑннипе ыратаҫҫӗ, тен, хырӑм та ыратать пуль. Тӗрмери ҫав тери начар апата виҫӗ эрне ҫинӗ тата нӳрлӗ ҫӗрте йӑваланса выртнӑ хыҫҫӑн, ун пек пулнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. — Пачах та тавҫӑрса илейместӗп, Фелим. Бенедикт пичче ҫухалнине пӗлтерсен Алвиш мӗн тери тилӗрсе кайнипе Уэлдон миссис пӗлнӗ пулсан, чура сутуҫи кунта айӑплӑ маррине вӑл ӑнланнӑ пулӗччӗ. «Ҫак тӗрмере унӑн чӗри ҫурӑлнӑ» Ҫав леш перосене тӑвасси чӑн-чӑн асапах пулчӗ, пӑчкине тума та ҫӑмӑл пулмарӗ; Вӑл пачах сывламан пек туйӑнчӗ. Туять Вавжон, килӗ ун ҫывхарсах пырать, кӑкӑрӗ сарӑлать, хӑпарать; урӑхла, тутлӑ шӑршӑ кӗрет тӑван ҫӗр енчен. — Ну, мӗн ура ҫинче тӑратӑр эсир? Вӑл ҫак кавара хӑй ертсе пынӑ, ют ҫӗршыври шурӑ эмигрантсен ҫар организацийӗсемпе ялан ҫыхӑну тытнӑ. Ӳлӗмрен нихҫан та ан тавлаш — паллӑ пур-тӑк, вӑл ахаль мар, мӗне те пулин пӗлтеретех, асту ман сӑмаха! Хам пурпӗрех тепӗр хут пуясса эпӗ пӗлсех, шансах пурӑннӑ! Вӑл иккӗмӗш Тверской-Ямской урамӗнче пӗчӗк чул ҫуртра пурӑнать иккен. Манӑн пушӑ вӑхӑт сахалтарах. Ыран каҫпа кӗтсе тӑр мана ҫав юхан шыв патӗнчи ту хушшинче: эпӗ унпа пӗрле кӳршӗ аула каятӑп, — вӑл вара санӑн пулӗ. Серёжа яланхи пек шӳт тумарӗ, унӑн ӑш-чикӗ вӑркать. Пӑх-ха, ак хуҫу та сан патна килет, — терӗ Ерошка, чӳречерен пӑхса тӑраканскер. Анчах арҫын ачашӑн пуринчен ытлараххи — вӑл ҫын хушнине итлесси. Ҫапла, ывӑлӑм, ҫын хушнине итлесси. — Эп хам юрлатӑп! — тенӗ Фома тусӗ. Унтан, кайӑк питлӗ хӗрарӑм енне ҫаврӑнса:— Васса, пуҫла! — тесе хушнӑ. — Санӑн улпут арӑмӗ маншӑн камах вара вӑл? Шурӑ минтер урлӑ тӗксӗм ҫӳҫӗн пайӑркисем, вилнӗ ҫӗленсем пек, тӑсӑла-тӑсӑла выртнӑ. Ну, юрать… Акӑ мӗншӗн иккен ҫыран хӗрринче те, вӑрманта та ҫул-ҫӳревҫӗсем каучук йывӑҫӗсене те, хинин йывӑҫне те тӗл пулмарӗҫ: вӗсем Кӑнтӑр Америкӑра ӳсеҫҫӗ. Ҫулҫӳревҫӗсем килсе лекнӗ вырӑн Атакама тӳремлӗхӗ те, Боливи ҫеҫенхирӗ те мар. Часах кимӗ ҫинче пӗр ҫын ларнине куртӑм, вӑл пулӑ тытать. Эпӗ ун патне ҫывӑхарах ишсе пытӑм. — Акӑ мӗн калас тетӗп сире, — эпӗ халь ҫирӗмре мар ӗнтӗ… — «… Тен вӑл тарма пултарӗ, тен, ӑна вӗлерӗҫ, анчах мӗнле пулсан та, вӑл падрене урӑх нихҫан та курас ҫук. Инҫетре, сылтӑм енче, староверсен масарӗн хӗрлӗ стени курӑнса тӑратчӗ, ӑна «Бутровски скит» тетчӗҫ, сулахайра, ҫырма тӗлӗнче, йывӑҫсен хура ушкӑнӗ хӑпарса тӑратчӗ, унта — еврейсен масарӗ. Эй! ачи! Мӗн-ма халичченех тата Пугачев куммӑшне кунта илсе килмеҫҫӗ-ха? Пӑхатӑн: тап-таса та чип-чипер сӑн-пит; сӑнарласа тума йывӑр та мар пек ӗнтӗ. — Акӑ, Артём ӑста слесарь, анчах уйӑхне хӗрӗх сакӑр тенкӗ ҫеҫ илет, эпӗ вуннӑ; вӗсем тавлӑкра ҫавӑн чухлӗ пуҫтараҫҫӗ. — Ҫапла, ҫапла! Ҫул кайнӑҫемӗн тӑвалла чӑнкӑланса пырать, тӑпра ҫинче чулсем нумайлана пуҫларӗҫ, мул чӗрнисен айӗнчен чул муклашкисем хӑйпӑнса кайса аялалла шапӑртатса анаҫҫӗ. Алла-аллӑн тытӑнса, вӗсем аллея пекех ҫӑра та тутлӑ шӑршлӑ урампа уҫӑлса ҫӳренӗ чухнехи пекех тӑвалла улӑхрӗҫ. Кармӑш ҫулӗ такӑртарах пулнӑ, унтан ҫынсем нумайтарах ҫӳренӗ. Ҫул икӗ айккппе лайӑх маяксем лартса тухнӑ, анчах вӑл ҫул таврарах. Айӑпа кӑтартакан япаласем пурте ӑна хирӗҫ… — Кӗлту, Арина, кӗлту! — йӑнӑшса ячӗ вӑл: — ывӑлӑмӑр вилет. Джемма чӗнмесӗр пекех ларчӗ, анчах унӑн пит-куҫӗ нихҫан та кун пек илемлӗ те ҫутӑ пулман. Вӑл хӑйӗн фазанӗсене хыпаласа пӑхрӗ, ӑшӑ юнпа вараланнӑ аллине черкески ҫумне шӑлчӗ. Кӗнекесем хӑйӗн аллинчен кайсан, кашнинчех, тӗттӗмри шӑрпӑк ҫулӑмӗ пек сарӑ пӑнчӑ пулса, унӑн куҫӗ умне жандарм офицерӗн сӑнӗ тухса тӑчӗ, вара вӑл хӑй шухӑшӗнче ӑна хаяррӑн:«Ме-ха сана, батюшка…» — терӗ. — Унтан вӑл хӗрӗн аллине ачашшӑн шӑлкаласа илчӗ те: — Халӗ эсир пӗчченех юлтӑр-и ӗнтӗ? — тесе ыйтрӗ. Асра тытни Мӗнле шухӑшчӗ-ха манӑн ҫавӑ? — Сӑртсенчен анакан шывсем ҫырантан тухса кайнисем пулман-и кунта? Кам та пулин калать пулсан: «Эсир хӑвӑр чӗрене мустангера панӑ, хӑвӑр юратма кирлӗ мар ҫынна юратса кайнӑ» тесе калать пулсан, ҫавӑ пит пысӑк йӑнӑшни пулать. Вӑл пит лайӑх ҫын, эсир юратма тивӗҫлӗскер. Йӗкӗтсем кулса ячӗҫ. Ҫакӑн пек нумай вулани, шӑплӑх, ҫав улитка пек, пытанса пурӑнни — пурте ҫаксем ун кӑмӑлне кайнӑ: пӗр ҫакӑншӑн ҫеҫ тав тумалла ӗнтӗ Джеммӑна! Мӗн тума-ха апла? Ӗҫӗ интереснӑй унӑн: вӑл сӑсар хырӑмне касса пӑхнӑ, вӗсем мӗн ҫисе пурӑннине пӗлнӗ. Военнӑйсемпе штатскисен ушкӑнӗ патне яланхи пекех мӑнкӑмӑллӑн утса пырса, Кассий Кольхаун пуҫ тайрӗ, пӗрле кун каҫнӑ чух, ҫын вӑхӑтлӑха ҫеҫ таҫта кайса ҫӳресессӗн, пуҫ тайнӑ пек, тайса илчӗ. Вӑрҫӑра тӗрлӗ хури-шуррине курса ирттернӗ вӑхӑтра тупрӑм эпӗ ӑна. — Нихҫан та илтмен. 2. Хулара вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йӗрке туни ҫинчен пӗлтеретӗп, каҫхине 8 сехет хыҫҫӑн хулара ҫӳреме юрамасть. Халл капитанпа пилӗк матрос вилни пурне те шалтах анратса ячӗ. Пӗр авӑк ҫапла ларнӑ хыҫҫӑн вӑл ассӑн сывла-сывла илчӗ те пуҫне суллакаласа:— Ҫук, апла тума юрамасть, пач та кирлӗ мар ун пек туни, — терӗ. Аэлита малта пырать, — ҫӑмӑллӑн, хӑвӑрт. Эпӗ пӗлетӗп, пӗлетӗп, тусӑм, туйӑм хивреленсе кайнине пула ҫапла ку, ҫак чун-чӗре ялкӑшса, хыпса илни вӑл — шел! — пурӗ те алкоголь нерва тытӑмне йӑштарса аркантарни ҫех, урӑх ним те мар. Вӑл каҫхине питӗ пӑчӑхчӗ, йывӑр та пӑчӑ сывлӑш сывлама кансӗрлетчӗ. Хушамачӗ унӑн Чужанин, прапорщик пулнӑскер пулас. Вӑл Лось аллине хыттӑн чӑмӑртарӗ: «Саламлатӑп, хаклӑ тусӑм!» — выртмӑш ҫумӗнчи пукан ҫине ларчӗ, улӑм шлепкине ӗнси ҫинелле антарчӗ. — Эсир курнӑ-и ӑна? Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, эпир ирӗксӗрех малтанхи шухӑшсене, Владивостока Ҫӗпӗр ҫыранӗсем тӑрӑх ҫаврӑнса тухассине, пӑрахӑҫа кӑлартӑмӑр. Ҫыххӑмра — «Юлашки пулӑшу». — Унта кашни утӑмрах вилнӗ ҫын шӑмми. Эпӗ Санькӑран хамӑр ҫурҫӗр карттине ыйтса илтӗм. Унтан Татаринов капитанӑн Ленинградран Владивостока тухмалли ҫулне кӑтартрӑм. Эпӗ Зинаида ӑна алӑк еннелле мӗнле кӑтартнине аса илтӗм те чӑн-чӑн королева та унран лайӑхрах тӑвайман пулӗччӗ терӗм. А эсӗ? Вӑл пӗтӗмпех малалла, тӗттӗмелле ӳпӗнчӗ те, ӑна хӑй ӳссе пынӑ пек туйӑнчӗ, — унӑн шӑммисемпе шӑнӑрӗсем йывӑррӑн, ыратӑнса карӑнчӗҫ, пӗр шухӑшпа кӑна тулнӑ пуҫӗ ыратать, ҫан-ҫурӑмӗ туртса чӗтренет, урисене вӗтӗ те вичкӗн, сивӗ йӗпсем тиреҫҫӗ. — Мӗн? — тенӗ Миките, куҫӗсене уҫса. — Ну, итле. — Ку карап тепӗр темле караппа ҫапӑннӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Дик Сэнд. — Илех, Павло! Нумаях кӗтмелле пулмарӗ, хулара каллех Вера Попова евӗрлӗ ҫӳллӗ хӗрарӑма хулӗнчен ҫавӑтса ҫӳрекен Нестеренко курӑнма пуҫларӗ; урамра Якова тӗл пулсан, вӑл ун ҫине инҫетренех витӗр пӑхнӑ пек пӑхрӗ, патне пырса сывлӑх сунсан вара тӳрех ыйтрӗ: — Ман пата тепӗр сехетрен кӗме пултаратӑр-и? Анчах ӑна хӑй ҫинчен илсе пӑрахма хӑтланнӑ чухне вӑл пачах арҫын ури мар, Куприяновнӑн ҫара алли пулнине курсан, тата Куприяновни хӑй те ун пит ҫӑмарти ҫумӗнчех харлаттарнине илтсен, Ҫӑрттан мучи сехри хӑпса тухрӗ. Япалисем юрӑхлӑскерсемех, вӗсем пӗр алӑран тепӗр алла куҫрӗҫ. Вӗсене юнтарнӑшӑн каҫарас пулать. Павел кӑнтӑрла Тоньӑна тӗл пулни ҫинчен шухӑшланипе, двигатель сасси вӑйлӑланнине те асӑрхаман: двигателӗ хытӑ ӗҫленипе чӗтресе ҫеҫ ларать, пысӑк урапи урнӑ пек ҫавӑрӑнать, двигатель айӗнчи бетон никӗс чӗтресе тӑрать. «Килте», терӗм эпӗ. Парти членӗн кандидатне Ипполит Шалыя та пурте пӗр кӑмӑллӑн йышӑнчӗҫ. Луизӑна пӗрре ҫеҫ куҫпа пӑхнӑ ҫыншӑн та негритянка тупа туса хӑтланнисем ытлашши пек туйӑннӑ пулӗччӗҫ. Колхозницӑсем килӗсене чупрӗҫ. Куна Николаев калаҫатчӗ. Сӗтел хушшинчен тухсассӑн, эпӗ чух ҫеҫ ура ҫинче тӑнине туйрӑм; ҫурҫӗр тӗлӗнче Зурин лав тытса мана трактире ӑсатрӗ. — Хитле! — терӗ Жоржетта. — «Анчах та ҫук, ку вӑл питӗ тӑтӑш пулнӑ, халь вара вӑл текех пулас ҫук ӗнтӗ», — тепӗр сасӑ илтӗнчӗ мана, вара каллех пуҫланчӗ. Вӑл хӗрарӑм ҫумне ҫыпҫӑннине пӑхса тӑнӑ чух пит кулас килетчӗ, кулас мар тесе, эпӗ алӑк кантӑкӗ еннелле ҫавӑрӑнса тӑраттӑм. Ҫывӑрас умӗн вара эпӗ Володя ҫине, хӑрах айӑк ҫинче выртса, икӗ аллаппине те типтерлӗн пуҫ айне хурса, ҫывӑракан Володя ҫине чылайччен тинкерсе пӑхрӑм. — Мӗншӗн? — тесе ыйтрӗ Паганель. — Ҫитет ӗнтӗ: куратӑп эпӗ, санӑн ҫывӑрас килет, аллӑма чупту та уттар; эпир Санин г-па иксӗмӗр калаҫӑпӑр», терӗ. Нимӗн те ӑнланмастӑн эсӗ! Пирӗнпе юнашарах ҫӗр айӗнче пысӑк шыв юхса выртать! — терӗ. Кӳршӗри штукатур унӑн сӑмсине ӗлӗкхинчен виҫӗ хут аванрах туса лартма пулнӑ пулин те, Одинцов ӑна ҫапах урӑх ҫӗре илсе лартма хушнӑ. Вӑл вара нумай ҫулсем хушши хӗрарӑмсене тӗшмӗшле хӑратса авӑн лупасӗнче тӑнӑ. Портникӑн малти енне тахҫанах вӗтлӗх пусса илнӗ, симӗс ҫулҫӑсем хушшинчен колоннӑн тӑррисем кӑна курӑнса тӑнӑ. — Ан тӗкӗн. Вӑл пуҫне хӑвӑрт тайрӗ те Джемма аллине чуптурӗ. Командир кӗрсен выртакансенчен хӑш-пӗрисем сиксе тӑчӗҫ, хуралҫӑсене ертсе пыракан офицер те тӑчӗ. Бач, яка вона штука… — терӗ тарӑн шухӑшлӑн. Жаркие Аким телефон патне чӗнчӗ. Халӑха хирӗҫ! Пӗтӗм хутора хирӗҫ! — Ан ҫывхар! Малалла урӑх ан тапран! — Эпӗ… шанатӑп. — Астӑватӑр-и? Вара пирӗн питӗ хытӑ тӑрӑшса, хамӑр таврари колхозсенчен лайӑхрах ӗҫлеме тивет. Эсир ман ывӑла хӑтартӑр — хӗре те хӑтарсамӑр! — Тупрӑн-и? — ыйтрӗ Тихон такамран. Ҫак кулӑ старике хавхалантарчӗ. Пӗр хапхаран иртсе каймалла. Певчий калаҫура темле эпӗ пӗлмен этемсемпе, тӗлӗнмелле сӑмахсемпе усӑ курма пит юрататчӗ, ҫавӑ мана пит тарӑхтаратчӗ. Шухӑшласа тупнӑ та! Эрех илсе килеймерӗн пуль? — ыйтрӗ Остен. — Ку тӗрӗс маррине эсӗ хӑвах лайӑх пӗлетӗн. — Вӑл татӑка кӗсйӳнех чик-ха, ху та типӗ тытакан ҫын пек типсе кайнӑ… Ҫӳлтен пусма тӑрах тата такам ҫӑмӑллӑн чупса анни илтӗнчӗ. Павкӑна ҫавӑнтах палланӑ сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Прохошка, тӑхта-ха. Пирӗн, авалхи-авалхи ӑслӑ-тӑнлӑ расӑн, пӑхӑнтаруҫӑсемшӗн мӗншӗн ӗҫлемелле? Пур ҫӗрте те — урамсенче те, хула тулашӗнче те — чечек ҫурнӑ шур акацин ачашшӑн йӑпшӑнса ҫыпӑҫакан пылак шӑрши хӑй хыҫӗнчен ҫӳренине астуса юлнӑччӗ тата Ромашов. Унӑн кӳренӳпе тулнӑ чӗрине хӗсӗк пулнӑ, вӑл, куҫхаршисене хаяррӑн шӑмарса, анлӑ кӑкӑрне малалла карӑнтара-карӑнтара илнӗ, хӑйӗн ҫиллине сунтал ҫинче туптанӑ пек, йывӑррӑн, сулмаклӑ пусӑмсемпе каллӗ-маллӗ уткаланӑ. — Унта каллех арпаштарса пӗтерӗн эсӗ, — терӗ диван ҫинче сехет уҫҫипе выляса выртаканӗ, анчах ҫула тухса каяканӗ ун сӑмахне илтмерӗ. Сатурнӑн ункине эпир мӗншӗн тачӑ мар тесе шутлатпӑр? — Кая юлас марччӗ тесе эпӗ кунта васкаса килтӗм. Вӑл тухса кайрӗ. — Эсир Боливин кӑнтӑр пайӗнче тӑратӑр. Чили чикки ҫывӑхӗнче. Мана акӑ — юратаҫҫӗ хӗрарӑмсем. Мана курсан, вӑл пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ те, пуҫ тайса та мар, темле пилӗкӗ таврашӗнче хуҫкаланса, урисемпе йӑкӑштаттарма тытӑнчӗ, шуранка шӑл тунисене иккӗшне те ҫап-ҫара ейӗлтере-ейӗлтере кулкаларӗ. — Ҫӗмӗрлет! — кулса каларӗ Костя. Эпир хӑма ҫуракан завод еннелле чупаттӑмӑр, вӗсем хӑваласа ҫитме пуҫласанах, тӗмсем хушшинелле пӑрӑнтӑмӑр та вӗсене хамӑр тӗлтен ирттерсе ятӑмӑр, унтан каллех вӗсем хыҫҫӑн чупрӑмӑр. Анчах та ку тӑвӑллӑ тӑман Алексее хӑратмарӗ. Вӑл кӑвайт ӑшшипе киленсе, тутлӑн та тӑранма пӗлмесӗр ҫывӑрчӗ. Риккардо пӗшкӗнсе чирлӗ ҫын мӗнле сывланине итлерӗ. Ҫак эрнере вӑл тӑршшӗпех темӗн ҫинчен пикенсе хисеплет. Том куҫӗсем йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ: — Ӑна вӑрлама эпӗ сана хам пулӑшӑп! — тет вӑл. Ку малти пӳлӗмри койкӑсене маччана хурӑр, пӳлӗме уҫӑлтарӑр. Пушӑ пӳлӗмре ҫак сӗтелсӗр пуҫне шӑтӑк клеенкӑллӑ сарлака диван та виҫӗ тенкел пур — урӑх нимӗн те ҫук. — Ывӑнса ҫитнӗ лашасенчен урисене аран ҫеҫ улӑштарма пултаракан лашаллисен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе мӗн вӑй ҫитнӗ таран малалла каймалла. Лайӑхрах лашаллисен Сан-Лукас кӳллине кӗрекен Гуамини шывӗ патне каймалла, кунтан вӑл вӑтӑр мильре тӑрать. Эпӗ вӗсене хам тупӑшӑн ҫуррине хапӑлах панӑ пулӑттӑм, ыттисем те, вӗсем мӗн хӑтланнине пӗлсе илес пулсан, хӑйсен ҫур туприне хапӑлах панӑ пулӗччӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем ҫемье пурнӑҫне ҫеҫ ан хутшӑнччӑрччӗҫ, сирӗн ҫывӑха ҫеҫ нихҫан та ан пынӑ пултӑрччӗҫ. Ӑшӑ шарик майӗпен-майӗпен анса пырать. Капитан вӗсем эпӗ патак ҫине ҫыхса шӑтӑкран кӑларса кӑтартнӑ тутӑра курсан, арча ӑшне такам телейсӗр ҫынна хупнӑ тесе шутланӑ. Вӑл Егорушкӑн хӑрах урине ҫирӗппӗн ярса тытнӑ, мӑйӗнчен ҫавӑрса илес тесе, акӑ тепӗр аллине те тӑсрӗ, анчах вӑйлӑ ҫын хӑйне путарассинчен хӑраса та йӗрӗнсе, Егорушка унран хытӑ туртӑнса вӗҫерӗнчӗ те:— Ухмах! Витринӑсенче замок хуҫисем тахҫан авал тытса илнӗ ют ҫӗршыв ялавӗсен татӑк-кӗсӗкӗсем выртаҫҫӗ; ҫакӑн ҫинчен ятарласа тунӑ транспарантсем ҫине ҫырса хунӑ. Ҫапах та эпир ак ҫакна систерсе хӑварар-ха, Марко, тӳррипе каласан, пӑлхава хатӗрлессипе кӑна хавхаланнӑ, пӑлхавра хӑй пулса курма асне те илмен. — Кам кӑшкӑрать унта? Ирхине ирех санатори килхушшинчен ҫар автобусӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри майӗпе ярӑнса тухрӗҫ. Калаҫмалли те ҫук. Чашӑк пек эсӗ, — халӗ ӗнтӗ этем тӗнчин чӗрисенчи хурлӑхлӑ куҫҫулӗсем юхмалли тӗпсӗр чашӑк пулатӑн… — терӗ. Эпле тавлашма пултаратӑн-ха эсӗ? Каялла тавӑрӑнма пӳрмен мӗскӗн яш та ҫак ҫулпах кайнӑ. Мӗншӗн вара? Кабинӑра ларса, Алексей пӗрремӗш группӑн самолёчӗсем пӗлӗт ҫинчен тӳррӗн шуҫса аннӑ пек аннине сӑнарӗ. Уэлдон миссиспа ун ҫывӑх ҫыннисемшӗн асаплӑп кулянни Дика хӑйӗн нушине мантарчӗ. Тен, эпир урӑх кураймӑпӑр; сире ӑҫта та пулсан ӑсатӗҫ. — Мӗне петӗн? — ыйтрӗ, старик. Вӑл ҫакна питех те лайӑх астӑвать-ха: пӗррехинче, Тубянски арманӗнче, Марина пӗр сӑнран пӑхма тӗреклӗ казакпа, Дон леш енчен килнӗскерпе, кӗрешме тапратрӗ. — Пӑрахӑр аппаланма, — тенӗ Зеб, мустангер мӗн тунине тӗлӗнсерех сӑнаса тӑрса. — Эсир ахалех ҫавӑн пек тӑрӑшатӑр. Лӑпланӑр ӗнтӗ!.. Сӑмах ҫумне сӑмах хушса, каланӑ вара вӑл васкамасӑр: — Элиав, кирлӗ-и, Иудейпе Израиль патши туса хуратӑп эпӗ сана? — Венгрире тата? — Ҫук, сэр, — терӗ хыттӑн Роберт. — Эпӗ сирӗнпе чухне нимӗнрен те хӑрамастӑп. Парти — пуринчен малта. Рабочисене ку кӑмӑла кайнӑ, Яковшӑн вара фабрика ҫак хаваслӑ ҫынна Мирон ӗненнинчен ытларах ӗненни паллӑ пулчӗ, Яков тата Мирон Татьяна упӑшкипе час-часах хирӗҫнине курса тӑчӗ. Эпӗ креозот тата анисовый капля шӑрши кӗрекен кӗнекене тытса хурланса тухса карӑм. — Ним кӑсӑкли те пулмарӗ. Эпӗ халь ӑна астумастӑп та. Хушманнине эпӗ пӗлеттӗм, анчах ҫавӑн пирки ҫынсем телейсӗр пулнине ӗненес килместчӗ. — Ҫук, эпӗ апла каласшӑн марччӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта ӑна намӑспа питлесе каютӑна хуса яма тиветчӗ. Анне рояль умне ларчӗ, эпир, ачасем, хамӑр валли хут, кӑранташсем, сӑрӑсем илсе килтӗмӗр те ҫавра сӗтел тавра ӳкерчӗксем тума вырнаҫса лартӑмӑр. — Ним те мар, ним те мар, — васкаса калама пуҫларӗ те амӑшӗ, кӗҫӗн ывӑлне хулпуҫҫийӗнчен тӗртрӗ. Вӑл икӗ пӗчӗк чан патне пычӗ те, вӗсене, ытти чансем пек тӗксӗмленме ӗлкӗрейменскерсене, ачашланҫи пулчӗ. Анчах эпӗ ехусен уйрӑмлӑхӗсене хам сӑнаса пӑхсан авантарах пулӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн тата интереслӑрах выводсем тума пултарӑп тесе шутларӑм. Акӑ… — терӗ те Мересьев, ун умне журналтан касса илнӗ статьяна, комисси заключенине тата кадрсен пайне ҫырса панӑ направление кӑларса хучӗ. Ҫапла вара, Ромашов, шанчӑклах маррӑн, ытла хулленнӗн, анчах тарӑнраххӑн та тарӑнраххӑн шухӑшла-шухӑшла, пурнӑҫри пулӑмсен ӑшне шалтан-шала кӗрсе пычӗ. Вӑл борт хӗрринчен ҫатӑрласа тытрӗ. Экспедицире пулнӑшӑн Оленина офицера куҫармалла тесе каларӗҫ, ҫав вӑхӑтчен вара ӑна аптратмарӗҫ. Вилӗм хӑрушӑ мар: манӑн асатте хӑйӗн таса ӗмӗчӗшӗн тӑрса, вӗлермелли ҫӳллӗ вырӑнта (лобное место) пӗтнӗ; манӑн атте Волынскипе тата Хрущевпа пӗрле асап курнӑ. Анчах дворянин присягӑна пӑрахса разбойниксемпе, пуҫ касакан ҫынсемпе, таркӑн чурасемпе хутшӑнса каясси!.. — Кунта килсессӗнех эпӗ хама расчет пама ыйтасшӑнччӗ, мӗншӗн тесен эпӗ мистер Трелони манӑн пӗр сӑмаха та пулин итлессине те нимӗн чухлӗ шанманччӗ. Хунар патне кӑнтӑрла лампӑсем тасатма хунар ҫутакан пырать, стена ҫумне пусма лартать, хӑпарать, стена хӗрринчен кантра-пусма ҫаклашкисене ҫаклатать, ӑна тӗрме килхушшинелле антарать те — марш! — Вӑхӑт пур чух атя, Христофор атте, шутлар, — терӗ вӑл. — Пурпӗрех! Малтан хамӑрӑн сӑран михӗ ӑшне те, ытти савӑтсене те туллиех тултарса, ҫӑл шӑтӑкне питӗрсе хума тытӑнса пӑхӑпӑр. Тата эпӗ шухӑшланӑ пекех, усал та мар. — Тӑван анне те мана сирӗн пек лӑплантарайман, — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл. Каҫсерен лагерь таврашӗнче кашкӑрсем ӳлеме тапратсан, индеецсем ҫапла каланӑ: — Итлӗр-ха! Йытӑсем вӗсене хирӗҫ вӗреҫҫӗ. Шӑтӑкран икӗ граната илчӗ те вӑл, салтаксем еннелле ҫаврӑнса, тӳрех кӑшкӑрса ячӗ: — Ман хыҫҫӑн! Е кусем пурте ырӑ кӑмӑлпа ӗмӗтленнӗ хавхаланусем кӑна пулчӗҫ-и? Анчах эпӗ урӑхла шутларӑм. — «Пур». Кушак аҫине парсам эсӗ, санпа сутлашса тӑма вӑхӑт ҫук манӑн. Эппин ҫӗҫӗпе-мӗнпе аппаланма май ҫук, уҫҫӑн ҫапӑҫма тытӑнмалла. Пӑшалпа пемелле пулать, пенӗ сасӑ ушкӑна пӗтерме пултарать… Пуҫне татнӑ автана Макар ҫатан урлӑ ывӑтрӗ, крыльца умӗнче тем кӑштӑртатакан кил хуҫи арӑмне кӑшкӑрчӗ: — Эй, аннеҫӗм! Анчах паллӑ ӗнтӗ, Бенедикт пиччен нумай ураллисен ҫумӗнче нимле ӗҫ те ҫук! — Эпӗ пӗлтерсе тӑрӑп сана, — тесен те, вӑл пуҫне ҫеҫ тайса илчӗ. — Эпир ҫитетпӗр ун патне, Уэлдон миссис, — ҫирӗппӗн каларӗ ҫамрӑк ача. Юпитерӑн ытти сакӑр спутникӗ вӗтӗрех — вӗсене пите аван кӑтартакан телескоп витӗр кӑна курма пулать, вӗсем астрономсемшӗн кӑна интереслӗ. Мӗншӗн? Мӗншӗн тесен, кам тинӗсе пӗрре курнӑ, ӑна каллех унталла туртать. Анчах ан кулян, Галю! Мӗн япала тата вӑл хоругь? Эпир этем обществинче пурӑнатпӑр, обществӑна тытакан вӑйран пӗри вӑл — тав тума пӗлес туйам. Грант капитана шыраса тупас тесен, эпӗ темӗн тума та хатӗр. Вӑл чӳрече янаххи урлӑ ҫӑмӑллӑн кӑна ярса пусрӗ те тӳрех пукан ҫине кӗрсе ларчӗ, чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ. Карт вӑййине юратакан тачка, шӗвӗртнӗ пек кӗске ураллӑ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ ҫын, питӗ ҫепӗҫ, култаракан Порфирий Платоныч ятлӑ кӳршӗ те килчӗ. Анчах тӑшман кун ҫинчен пӗлмен-ха! Тата темиҫе кунран ӳкӗте кӗмен комисси ӑна, ӗҫе юрӑхсӑр ҫын тесе йышӑнчӗ те, ӗҫрен кӑларса расчёт тата пенси илме тивӗҫ пачӗ, анчах вӑл тарӑхса кайса, пенсие йышӑнмарӗ. — Мӑнкӑмӑллӑ. Вӑл хӑйне хӑй пит ансат та ачаш шанӑҫлӑхпа турӑ хӳттине панинче эпӗ яланах темле чуна пырса тивекен хӗрарӑмлӑхпа илем пуррине туятӑп. Ак ҫакӑн пек ӗҫ пулса иртрӗ: Осара пӗр интеллигент патне мужик пырать, хӑйпе пӗрле вӑл пӗр вунултӑ ҫулалла ҫитнӗ хӗрачине ертнӗ… Амантрӗҫ-им? — ыйтрӗ Юргин. Ҫав питех те ӑста чӗлхе-ҫӑварлӑ, савӑнӑҫлӑ кулакан, хӑюллӑ та хастарлӑ ҫын, вӗсен кулленех пӑрешкеллӗ салху пурнӑҫне ҫутатнӑ ҫын, халӗ ӗнтӗ сасартӑк вилмелле — вӗсен аллинчен вилмелле пулни, кӑнтӑрла йӑлтӑртатса ҫутатакан хӗвел сӳнмелле пулнӑ пекех туйӑннӑ. Ун патӗнчех апатланӑпӑр та, унтан вара… — Вӑл ҫап-ҫамрӑк ача ҫеҫ-ха. Сан ҫинчен вӑл начар шухӑшлать… Мӗнех вара? Пире иксӗмӗре пӗр партире тӑма ҫук! Вӑрманта кашни тӗм хушшинчех кам ҫине те пулин пырса тӑрӑнма пулатчӗ, ҫак тӳремлӗхре вара, ахаль куҫпа курма пултарнӑ таран, пӗр чӗрчун та курӑнмасть. — Бяла Черквана ҫитесчӗ тесе, виҫӗ кун танккатӑп акӑ. Ӑҫта ҫитнине хӑвӑрах куратӑр. — Мӗн калаҫатӑн, вӑл сана юратсах пӑрахрӗ, — терӗ Кораблев, пӗр кулмасӑр-тумасӑр. Владимир алӑка уҫрӗ те, кӗтесре хӗсӗнсе тӑракан этеме асӑрхарӗ. Аллинче лешӗн пуртӑ йӑлтӑртатнӑ. Владимир ҫуртана ун патне илсе пычӗ те Эрхип тимӗрҫе палларӗ. Лось реостатсен аврисене чӗтрекен аллипе хыпашларӗ те — аппарат сирпӗнесрен теветкелленсе вӗсене мӗн вӗҫне ҫитичченех пӑрса лартрӗ. Хресчен тени тӳсӗмлӗ ҫын вӑл, анчах вӗсен те кӑмӑлӗсем пӑсӑла пуҫларӗҫ. — Мӗнех вара? Вӗсем трюмӑн чи тӗпӗнче, карап сӑмси ансӑрланса ҫитнӗ шӑтӑкра лараҫҫӗ. Карап силленни унта пур ҫӗртинчен те вӑйлӑрах палӑрнӑ пирки пӗрле пыракан нимӗҫсем вӗсене ҫавӑнта хӑваласа кӗртнӗ. Ывӑлу килте-и санӑн? Вӑл пӗтӗм киле тытса тӑратчӗ; пуҫтарассине, тирпейлессине, хатӗрлессине, пурне те ӗлкеретчӗ. Вӑл пире пӗр бутылка шампански лартса парӗ. Парусне те карса янӑ, унӑн хумханса тӑракан хутламӗсенче ҫил вылять. Тултан Павел кӗрсе шанчӑклӑн:— Тупаймаҫҫӗ! — терӗ те пит ҫума тытӑнчӗ. Ферма пуҫлӑхӗ пулас кӑмӑлӑм ҫук манӑн. Лётчик ҫак ҫын хӑйӗн ӳт-пӗвӗ хӑрушла ыратнине мӗнле пусарма пултарнине, унӑн ҫакӑн чухлӗ вӑй-хал, хаваслӑх, пурнӑҫа юратас кӑмӑл ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланайман. Депора ӗҫлекенсем пурте станци садне пуҫтарӑнчӗҫ. Вӗсем ҫумне ытти рабочисем те пӗрлешрӗҫ: стрелочниксем, материал складӗнче ӗҫлекенсем. Пӗр чӗрӗ сӑмах, таса савнӑҫӑн пӗр саманчӗ ҫех пулинччӗ хуть, ҫук вӗт, пурӗ те ниме тӑман аскӑнла ҫыхӑну, ӳсӗр-пӳсӗрлӗх, тунсӑх лачаки те службӑн вӗлерсе пӑрахасла пӗрешкеллехӗ кӑна. Ку мӗн — мана усӑ-и? Оленин пӑшӑлтатса Марьянкӑпа калаҫрӗ. Прага ҫапӑҫать. Сулӑ мӗн чул аякка кайнӑ, ӑна ҫанӑн чул савӑнӑҫлӑрах та ҫӑмӑлрах пулнӑ. Ешчӗрекен симӗс ҫулҫӑсем хушшинче сӑрӑ тӗслӗ курӑнаканскер, вӑл пӗтӗм чун-хавалӗпе ӗҫлекен ватӑ старик-отшельник евӗрлӗ туйӑннӑ. Кӗл те тусан — калама канас! — Ытах хистесен, ӑҫтан памасӑр тӑрас? Пӗр вырӑс батальонӗ те Францире пулманни сире паллӑ, анчах унта вырӑссен пулӑшӑвӗ ҫинчен кӑна калаҫаҫҫӗ. Леш енче пӗчӗк кӑна алӑк пур, ун патӗнче икӗ хуралҫӑ темле выляса лараҫҫӗ. Вылянӑ май пӗри тепӗрне ывӑҫ тупанӗнчен икӗ пӳрнипе шаккать. Ку ҫутӑ ҫутҫанталӑкри нимӗн улшӑнмасӑр тӑракан ҫутӑ иккен. — Нимех те мар, нимех те мар! — хавхалантарчӗ ҫамрӑк капитан. Ку таранччен эпир чӗрӗлле тинӗсри тискер кайӑксемпе пулӑсене ҫеҫ тӗл пулкаларӑмӑр. Апат-ҫимӗҫ, япаласем, приборсем, инструментсем, чулсем хушшинчен юхса тухакан ҫӑл шывне ӑсса хатӗрленӗ запас — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче пулчӗҫ. Эпӗ астумасӑр ухмахла сӑмах пӗрсе ятӑм! — Чан ҫапаҫҫӗ пулас? — ыйтрӗ вӑл. Пур пӗрех ӑна эсир нихҫан та пӗлеймӗр, сирӗншӗн вӑл лайӑхрах та пулӗ. Ҫӗкленнӗ май, эпӗ темшӗн аманнӑ урапа уксахла пуҫларӑм — ку чӑнах та кӑмӑллах мар ӗнтӗ, пуринчен ытла, ҫапӑҫура вӗҫнӗ чух ура хӑйне мӗнле тыткалӗ-ши тесе шухӑшларӑм. Эпӗ йӗнер ҫинче ларма пултаратӑп пулӗ тетӗп, унта улӑхса ҫеҫ лармалла. — Юрлӑр, ненько! — тет хохол. — Луиза, аяккалла пӑрӑн та мана ӑна вӗлерме май пар. Ватӑ господин куҫне каллех тӗтӗм кӗчӗ пулмалла. Ку ҫул ҫинче вӗсене ытти ҫынсен усал ирӗклӗхӗпе тӗл пулма килмерӗ, анчах чунсӑр ҫанталӑкӑн хаяр вӑйӗсемпе тапраннӑ кӗрешӳ вӗсен хастарлӑхне сахал мар пӗтерчӗ. Йывӑҫ тӑррисемпе вӑрманти сывлӑш шӑппӑн кӗрлесе илчӗҫ. Ун ҫинчен халь сирӗн калаҫма та кирлӗ мар, — мӗскершӗн намӑс пултӑр-ха, ытах та этемӗн савӑнас килет пулсан, апла тума унӑн ирӗк те пур пулсан? Мускав вӑл — Мускавах, пичче Мускав-товарнӑйӗнче, ҫиччӗмӗш депора, ремонт тумалли мастерскойра пурӑнать. Вӑхӑт ҫур сехет те иртмерӗ, пирӗн пата икӗ лоцман ҫитрӗҫ. Вӗсем пире шыв варринчи питех те хӑрушӑ чул тусемпе рифсем хушшипе хула стенисенчен пӗр кабельтовра тӑракан ҫил-тӑвӑл кӗмен шанчӑклӑ бухтӑна илсе кӗчӗҫ. Ҫак бухтӑра карапсем нимӗнрен хӑрамасӑр шанчӑклӑн тӑма пултараҫҫӗ. Акӑ халӗ те: пӑхатӑп, хӑйӑр сӑрчӗ ҫинче тӑратӑр. Пӗтӗмпех шӑп-шӑпӑрт пулнӑ кил-ҫуртра. Ҫӗлӗкӗ айӗнчен тар шӑпӑртатса юхать унӑн, кӗпи ҫурӑмӗ тӗлӗнчен йӗп-йӗпех пулнӑ, тути хӗррисем типсе ларнӑ. Ҫак килӗшӳсӗр ӗҫ хыҫҫӑн эпир фантла нумаях выляймарӑмӑр; пурте хӑйсене кӑштах аван мар пек туйрӗҫ; ҫак килӗшӳсӗр ӗҫ те мар, темскер урӑххи, уҫҫӑн уйӑрса илме ҫук йывӑр туйӑм ҫынсене пусӑрӑнтарчӗ. Ҫапах та каҫ енне кайсан йывӑҫсем сайралчӗҫ, вара темиҫе миль леререх, пӗр пысӑк мар тӳремлӗх варринче, йӗрки-йӗркипе ларса тухнӑ хуралтсем курӑнчӗҫ. Ҫӳлӗ ӗнтӗ… Хӑйӗн юлташӗсем пӑшӑлтатнисене илтме пултарас пулсан, вӑл сӑмахсем уншӑн питӗ тутлӑ музыка пекех пулнӑ пулӗччӗҫ. — Пӑх-ха, Джим, вӑл унталла каять! Пӑх-ха, тетӗп! Вӑрманта питӗ сахалӑн пурӑнакан хир сыснисене тата ҫырансенчи пиншер пингвинсене шутламасан, утравсем ҫинче пурӑнакансенчен ҫаксем ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ. — Ав епле! — терӗ Гаррис. — Эс мана чуптӑвасшӑн мар-и, пепкем? Чӑнах та пан полковнике, вӑл эсерсен партине кӗнӗ пирки, ҫав операци кӑшт шиклентерсе тӑнӑ. Пӑшалпа персе-и? — пӗлесшӗн пулчӗ Бойчо. Карап ҫинчен пӑрахса кайни Икӗ шлюпка та «Испаньолӑран» пӗр сехет ҫурӑра, е тинӗсри йӑлапа каласан, виҫӗ склянка ҫапнӑ хыҫҫӑн уйӑрӑлса кайрӗҫ. Лавкка умне ҫитсе чарӑнсанах вӑл малтан ҫак илемсӗр картинӑсене курса хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ. Апла эпӗ, Николай Еремеич, халӗ эпӗ улпут майри патне каятӑп та хам ҫинчен каласа пама хушатӑп, ӑна эпӗ ҫапла калатӑп: Николай Еремеичпа, тетӗп, улттӑ ҫурӑпа килӗшрӗмӗр, тетӗп. — Калӑр, ҫапла калӑр, Гаврила Антоныч. — Чирлӗ ҫынран мӗн илмелле? — Ан хӑра, вӑл пултаруллӑ сунарҫӑ, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Унта хутран-ситрен Шотландин авалхи вӑрҫӑ юррисем янранӑ; вӗсем тискер варсем тӑрӑх ҫӳренӗ, унта ӗмӗртенпе ишӗлсе выртан ҫӗрсем Шотландин тахҫанхи историйӗсем ҫинчен каласа параҫҫӗ. Тӗтреллӗрех тӗксӗм уйӑх ҫутинче, курӑкран аран ҫех уйрӑлса, темӗнле сӑрӑ япала, формӑсӑрскер, — ӑна ҫын тесе калама та хӗнтерехчӗ, — ҫӳлтен аялалла анма тытӑнчӗ. Вӗсем Окуневпа иккӗшӗ коммуна тунӑ: лешӗ ӑна хӑйӗн пиншакне пачӗ. Хура платье тӑхӑннӑ, ҫиелтен чӗн пиҫиххи ҫыхнӑ кил хуҫи пӳлӗмре, платйине чӑштӑртаттарса, ҫарти пек хушакан сассипе калаҫса, калла-малла уткаласа ҫӳрерӗ. Бакштагра пынӑ чух вӗсем «Пилигрим» хӑвӑртлӑхне чылаях ӳстерме пултараҫҫӗ. Дик Сэнд вӗсене те ҫӗклесе карӑнтарма шутларӗ. Сывӑ пул!» Хӑй ӑшӗнче вӑл айӑпӗ хамра та пур, тесе шутларӗ: вӑрманта чух вӑл, Ярцева тӗл пулсан, хытӑ хӑрани лешне сутӑнчӑкла ӗҫ тӑвасси патне илсе пынине тавҫӑрса илнӗччӗ, анчах ун ҫинчен командирсене каласа пама хӑяймарӗ — ҫул тӑршшӗпех хӑйӗн ҫемйи ҫинчен ӑшшӑн калаҫса пыракан Ярцева хӗрхенчӗ. Анна Васильевна вилес патнех ҫитнӗ; ӑна хӗрӗ качча кайнинчен ытла вӑл кунтан тухса кайни хуйхӑртать. — Чӑнах та, комитет членӗсем нумайӑшӗ памфлета питӗ лайӑх литература произведенийӗ тесе хисеплеҫҫӗ, анчах та ӑна ҫакӑн евӗрлӗ пичетлеме пачах вырӑнлӑ мар, теҫҫӗ. Икӗ моряк ӑҫта ларнине эпӗ вӗсен тӗлӗнче ҫаплипех вӗҫсе ҫаврӑнакан темиҫе вӗҫен кайӑксен сассисемпе вӗсем шуйханнӑ тӑрӑх та лайӑх пӗлме пултаратӑп. Арӑм вӑл — пирвайхи ача ҫураличчен ҫеҫ тус теҫҫӗ. Хуласенче хулари халӑх ялсенче — ялта пачах пирӗн патри пекех. Поднебеско ҫемйин историйӗ рабкор заметки пекех ансат, Белая Церковь патӗнче пурӑннӑ, шкулта вӗреннӗ, ваттисене киле хӑварса, эвакуаципе тухӑҫалла куҫнӑ. — Лайӑх ҫӗҫӗ! — хӑйӗн сӑмахӗ ҫинех тӑчӗ Николай. — Э! апла пулсан эпӗ сире-иҫ ҫав тери сарӑмсӑр пуҫран тивертрӗм? — Чимӗр-ха: «Пирӗн ҫамрӑк йӗкӗтсем яштак та, имӗш, вӗсен сӑхманӗсене те кӗмӗлпе тӗрленӗ иккен те, анчах вырӑс ҫамрӑк офицерӗ вӗсенчен яштакарах, галунсем унӑн ылтӑнран. Выртах! Юрать. Таччӑнах хупӑнайман алӑк хушӑкӗ витӗр Лутонин сассине илтетӗп: — Мӗн тума ҫилленем-ха эпӗ ун ҫине? — Кӑтартма юрать те, государь, анчах вӑл сан умна тӑрса тухаймасть. Каҫалапа цирк кунтан тухса каймалла, апла пирӗн мыскара шӑпах вырӑнлӑ пулать, ӑнӑҫлах иртмелле вӑл. Тепӗр тесен, вырӑнсӑр лирикӑллӑ отступлени тунӑшӑн ырӑ кӑмӑллӑн каҫарма ыйтатӑп… Эс кӳршӗ хӳми урлӑ каҫса кӗрекен Трезор ятлӑ каччӑна курасчӗ. Ваҫили Андрейч ҫуна хыҫӗ патнелле пӗкӗннӗ те ун хыҫнелле пӑхнӑ. Ку Уэлдон мистера, Африкӑн шалти хӑрушӑ вырӑнӗсене кӗрессинчен хӑтарса, вӗсене хӑйсене те киле таврӑнас ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсене, майҫуклӑха тесех калас мар, ҫӗнтерме пулӑшӗччӗ. Ку апат питех тутӑ тытакан йышши мар ҫав. Анчах тепӗр кунне Бенедикт пичче пулӑшнипе апат-ҫимӗҫе лайӑхлатрӗҫ. — Халӗ килте-и вӑл? Райкомол секретарӗ кӗсъисене тӗрки-тӗркипе документсем, справкӑсем, отношенисем чике-чике тултарчӗ те (Окунев портфельне хисеп тумасть, вӑл унӑн кровать айӗнчех выртать), пӳлӗм тавра юлашки хут утса ҫавӑрӑнса, тухса кайрӗ. Мӗншӗн вӑл ман ята ярать, ман ята, чинӑма сиен кӑтартать?» Кун хыҫҫӑн вӑл тухса кайрӗ. Вӗсем мана хӑлхасене те татма пулать тесе кӑтартса пама хӑтланатчӗҫ, анчах унпа мана ӗнентерейместчӗҫ, эпӗ вара хам ҫиеле тухнӑшӑн хӗпӗртесе:— Ҫапах та хӑлхасене татса илмен-ха! — теттӗм. Астӑватӑп-ха, Шубина эпӗ нихҫан та юратман пулсан та, вӑл мана ытларах килӗшнӗ, Андрей Петрович пирки каласан, — о! ун чухне: ҫакӑ мар-ши? — тесе шухӑшланӑ минутсем те пулкаланӑ. Давыдов килне пӗчченех таврӑнчӗ. Лукашка Чебаковӑн килӗ умӗнче, тӳнсе кайнӑ ҫатан карта ҫинче, казаксем лараҫҫӗ. Шыв хӗрринче пӑхса тӑракансем пурте сасартӑк савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулса ячӗҫ, пӗр Ольгушка Орлова ҫеҫ, ӗҫке ернӗ сехет ӑстин вунвиҫӗ ҫулхи хӗрачи, салхуллӑн:— Ой, ой, путать, путать, — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӗсем пурӑнакан пӳлӗмӗн чӳречисем, Riva dei Schiavoni-рен пуҫласа Джиудекки таранах сарӑлса выртакан анлӑ кӳлӗ енне тухаҫҫӗ. Мӗнле ултав пултӑр-ха кӗнекере? Половцевӑн урисем шӑнаҫҫӗ, ҫапах та вӑл пӗр хускалмасӑр ларать, хӑйӗнчен пӗр алӑк урлӑ ҫеҫ ларакан тӑшманӑн хӑйӑлтатма пуҫланӑ тенӑрне чӗререн кураймасӑр тимлесе итлет. Ҫапах та, ҫыхӑнусӑр пулин те, чарӑна-чарӑна, халичченхи пек мар чӗлхепе калаҫма пуҫларӗ: — Никама та ертсе килмен эпӗ, вӗсем чӗнмесӗрех килнӗ. Ун ҫинчен тепӗр ҫырӑвӗнче пур: «Эпир хамӑр пӗтӗм инкексене ӑна пула ҫеҫ куртӑмӑр теме те пулать», тесе ҫырать. Ҫавнашкал вӑхӑт та килсе ҫитӗ — эсир хӑвӑр ҫине хӑвӑр алӑ хума шут тытӑр… — Яту мӗнле санӑн? — терӗ малалла Элен. А Катриель ӑҫта? — Вӑт, сана ҫылӑх тума илӗртекенни тупӑнсах пырать, — терӗ Катя Любӑна, пӳлӗме кӗрсен. «Эпӗ хамӑн яланхи вырӑна выртатӑп та ирхине вӗсем ман ҫине тӗлӗнсе пӑхнипе хӗпӗртесе ларӑп», тесе шутларӑм. Эпӗ ӑна хуса ҫитрӗм. Хам учлёт чухнех уйрӑлнӑ-ҫке унпа! Ӗненместӗр те пуль-ха та эсир, пӗрре ҫапла Варламов килчӗ те, Соломон ӑна мӗн-мӗн кӑна каласа тӑкмарӗ пуль, лешӗ чӑтаймарӗ, ӑна та, мана та пушӑпа ҫапрӗ… — Эй, кам унта? — тет хайхи Джим. Урӑх кӗтсе тӑмасӑр паттӑр креолка тарӑн ҫурӑк умне пычӗ те хӑрушӑ ҫурӑк урлӑ тӗлӗнмелле ҫӑмӑл каҫрӗ. Ку ӗнтӗ кулӑшла пек те, кӑмӑллӑ пек те туйӑнчӗ. Эсир мана ҫав темле ҫирӗм пилӗк тенкӗпе ӗҫ вырӑнне выляттарса яртарасшӑн шутламастӑр пулӗ те ҫак? Ҫук-с, ман пирки эсир начар ӑнланатӑр. Хӑйсен мар. Ҫӗр ҫаврӑннипе ӗҫлекен питӗ пысӑк сехет тума май килнӗ пулсан, ҫав сехетӗн икӗ йӗппи ҫулталӑкпа талӑк йӗпписем пулӗччӗҫ. Унта эпӗ унпа юнашар лартӑм та, вӑл мана темле хаваслӑ япаласем ҫинчен пакӑлтатса пара пуҫларӗ. Хам пурӗпӗрех вӗлерес тенӗ ҫынна пуҫтарса хурасшӑн пин доллар илмелле! Вӑл чӑн-чӑн джентльмен-плантатор пекрех туйӑнать. Карчӑкки, ӑнран кайса, кӑмака умӗнче выртса йӑваланса юлчӗ, анчах Девяткинсен кинӗ — Аникей арӑмӗ — вӗт-шакӑр ачи-пӑчисене пӗр купа пуҫтарчӗ те (вӗсем унӑн шӑпах улттӑ), макӑра-макӑра алкум вӗҫне чупса тухрӗ. Назарка Лукашкӑпа пӗр ҫулсенче пулнӑ, вӑл та ҫуркунне ҫеҫ строевоя кӗнӗ. Флимнап хӑйӗн тискер кӑмӑлне кура мар манпа ҫав тери йӑваш пулчӗ пулин те, яланах ман тӑшман пулнӑ. Ыран ирхине кӑваккисем кунтан тухса каяҫҫӗ, эсир вара ӑҫта каяс тенӗ, ҫавӑнта кайма пултаратӑр. Ырӑ ҫын ҫавсен хушшине лексен, таса панулми ҫӗрӗккисен хушшинче мӗнле пӑсӑлать — ҫавӑн пекех пӑсӑлма пултарать… ытла та ҫамрӑк-ха эс, акӑ мӗн, — ман сӑмахсене ӑнланма пултараймастӑн… Техасран килнӗ ҫынсенчен чылайӑшӗ сунарҫӑсем: халӗ, тискер кайӑксем ҫурҫӗрелле куҫнӑ чух, вӗсем хӑйсен ҫемйисене антилопа, пӑлан тата буйвол какайӗпе тӑрантарса усраҫҫӗ. Шура илемлӗ пулнӑ, ӑна вӑл хӑй те пӗлнӗ, анчах та унпа никам та ҫӳремен, ҫакӑ ӑна питӗ кӳрентернӗ. Пуринчен паллӑраххи пӗри пурччӗ: Акулина ятлӑччӗ вӑл; халӗ вӑл вилнӗ-ха, — тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах унӑн! Хальхи ҫинчен эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Вӑрман ҫийӗнчех тӑракан хӗвел, Оленин уҫланка е ҫул ҫине тухсассӑнах, тӳрех унӑн ҫурӑмӗпе пуҫне пӗр вӗҫӗмсӗр хӗртрӗ. Вӑл ун ашшӗпе тӑванӗн ывӑлӗ — Кассий Кольхаун пулнӑ. Хӑй мӗн каламаллине те пӗлмерӗ. Ак каллех виҫ-тӑватӑ хут кӗрӗс! кӗрӗс! кӗрӗс!.. тутарчӗҫ. Шепердсонсем, вӑрман витӗр тухса, ун тавра ҫаврӑнса килчӗҫ те, учӗсем ҫинчен анса, хыҫалтан вӑрттӑн йӑпшӑнса пычӗҫ. Ҫавӑ вара ҫапла пӗтетчӗ: каҫхи апатчен ҫырткаланӑ чухне е ӗҫрен тухсан, вӑл тӑваткӑлтарах йывӑр пуҫне суллакаласа, юлташӗсене тӗлӗнсе калатчӗ: — Ҫав тери тутлӑ та кӑмӑллӑ хӗрарӑм-ҫке, ун пек хӗрарӑма хам пурӑнӑҫра тин ҫеҫ тӗкӗнсе пӑхрӑм! — Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Анчах картта ҫине пӑхнӑ чух Норденшельд архипелагӗн хӗвелтухӑҫ енчи пур утравсене те тенӗ пек хам тӳрлетсе тухнӑ чух епле тӗлӗнчӗ-ха адмирал! — Манӑн кӑлтӑк-мӗн пулмасан, чӑнах та, эпӗ йӑлтах пӑсӑлса каятӑп. Чӗнекенӗ виҫӗ хутчен ун ятне калать. Ку ӗҫ пирки следстви тунӑ чухне асӑннӑ гварди поручикӗ Андрей Дубровский хӑйӗн ашшӗ Гаврила Дубровский титулярнӑй советник Соболева ҫак сутӑн илнӗ имени пирки панӑ доверенноҫе тупса панӑ пулин те, — тенӗ ку прошенире — ӗҫлӗ хутсем хушшинче имение чӑнахах та сутӑн илнине кӑтартакан купчий хутне е ун пек япала пулни-пулманнине кӑтартса паракан генеральнӑй регламентӑн 19-мӗш глави тата 1752 ҫулхи ноябрӗн 29-мӗш кунӗнчи указӗ тӑрӑх ӗҫре пулма кирлӗ материалне те тӑратмарӗ. — Каласамччӗ, тархасшӑн, — кӑшкӑрсах ыйтрӗ Женя ҫав хӗрачаран, — ӑҫтарахра кунта почта? Вӑл енчен енне тайкаланса, сӑнчӑрӗсене чӑнкӑртаттарса, Алексей йӗрӗ ҫултан вӑрманалла кӗнӗ тӗлелле ҫитсе пырать. Мересьев кӳҫ хупмасӑр тӗлӗрет. Лось чӗлӗмне атӑ кӗллинчен шаккаса тасатрӗ те каллех табак тултарчӗ. Термит йӑвине тапӑнса парӑнтарчӗҫ. Унӑн уҫӑмсӑр сӑмахӗсенче темле питӗ пысӑк, кирлӗ япала, темле хурлӑхлӑн питлекен, ҫав вӑхӑтрах айван япала пурри палӑрчӗ. — Лайӑх перетӗр ҫав, ним каламалли те ҫук, ҫавӑн пек ҫывӑхран персе те пӗрре тивертеймерӗр, — терӗ тахӑшӗ. — Ку труба тӑвӑн аял енчен тӑсӑлса килнӗ. Тепӗр сехетрен мӗн пулса иртессе пӗлнӗ пулсан, эпӗ хам никама пӗр сӑмах калаймасан та, вӑл мӗн каласа вӑрҫнисене астуса юлнӑ пулӑттӑм. Эсӗ мана пӗлетӗн, эпӗ мухтанса тӑмастӑп, эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ тата хаваслӑ ҫын, анчах эпӗ квартирмейстер пулнӑ чухне, Флинтӑн ватӑ пирачӗсем мана, йӑваш сурӑхсем пек, итлетчӗҫ. Хушӑрисем пирки епле каласа хучӗ вӑл… Апла пулсан, тӑлӑх арӑм Дугласа часрах систерес пулать. Анчах ҫук, систерме унӑн хал ҫитмест, нихҫан та ҫитес ҫук: вӗсем ӑна ярса тытма та пултараҫҫӗ вӗт. Вӑл мистер Морис пулма пултарас ҫук! «Ҫук, эс манран вӗҫерӗнес ҫук! — кӑшкӑрчӗ голова, тыткӑна лекнӗ ҫынна ҫаплах-ха ҫенӗкелле сӗтӗрсе; ҫынни чиперех, пӗр турткаланмасӑр-тумасӑр, хӑй пӳртне кӗнӗ пекех, голова хыҫҫӑн лӑпкӑн утрӗ. Ҫапла-и? Хӗрлӗ Ҫарта пулнӑ… Вӗсем ҫӗр хӑвӑлӗ патне таврӑннӑ ҫӗре ирхи апат хатӗрччӗ ӗнтӗ. Тата акӑ мӗн, мистер Стумп, — терӗ татах хӗр, сунарҫӑ ҫумнерех пырса хуллентерех калаҫса, — кунта хӑнасем пулнӑ чух, ҫамрӑк… ҫамрӑк ҫын килсессӗн. — вӑл вӗсене палламасть пулӗ ӗнтӗ, — тархасшӑн, астӑвӑр, ӑна пӑхма тӑрӑшчӑр. Ҫуртсен мӗлкисем ҫул ҫинче хура тӑваткалсем пулса выртнӑ, йывӑҫ мӗлкисем эреветлӗ тӗрӗсем пек эрешленнӗ, вӗсенчен хӑшӗ ҫӗр питне халсӑррӑн хыпашлакан ҫинҫе алӑсем евӗр курӑннӑ. — Пӗчченех, пурте ҫывӑраҫҫӗ. Эпӗ эсир унпа питех килӗштерсе пурӑнман пек астӑватӑп, — терӗ Нелли хӑйӗн янӑравлӑ сопранипе, кӗтмен ҫӗртен тӗл пулнин кичемлӗхне сирес тесе. Ҫурт ҫийӗсем художниксен палитри пекех курӑнаҫҫӗ. Кӗркуннехи ҫуртсен илемлӗхне пӗр художник те ӳкерсе кӑтартма пултарайман пулӗччӗ. «Эп вӗрентнӗ пек калама манмӑр-и?» — Мӗн мана? Теплерен пӗрре кӳршӗсен сысни пирӗн пахчана кӗрсе кайнӑ та сӑмсипе темиҫе тӗм ҫӗрулмие сухаласа тӑкнӑ. — Санӑн кайма вӑхӑт, — тесе икӗ хутчен аса илтерчӗ ӑна арӑмӗ, анчах вӑл арӑмне ответ памарӗ, хӑйӗн шухӑшӗн тӗп тымарӗ ҫине сӑмах хыҫҫӑн сӑмах тирӗнтерсе пычӗ. («Адшадте, бадаб», — илтӗнчӗ Ромашова.) Унта лампа лартрӗҫ, пӗр курка шыв тата пӗр татӑк салтак ҫӑкӑрӗ хучӗҫ, урайне пӗр ҫӗклем улӑм пӑрахрӗҫ. Лозневойӑн питҫӑмартийӗсем тӑрӑх куҫҫулӗ юхма пуҫларӗ. Качча та тухман. Ун вырӑнне чӑннипех те чаплӑ пулнӑ Гатор ама-турӑ ячӗпе лартнӑ пилонсемлӗ те ҫирӗм тӑватӑ колоннӑран тӑракан тӑват енлӗ колоннадӑллӑ тулашри картиш. Татӑк-кӗсӗклӗ совхоз, сухаламан тата юрӑхсӑр ҫӗрсем ҫинче, ҫул хӗррисенчи сӑртсен тайлӑмӗсенче, ҫын пурӑнман ту хушӑкӗсен тайлӑмӗсенче вырнаҫнӑскер, кӑсӑк романӑн сыпӑкӗ пек туйӑнать. Вӗсене «пагази» тенӗ, вара хаклӑ тавар ҫыххисене — пуринчен ытла слон шӑммиллӗ ҫыхӑсене — йӑтма вӗсене шанса панӑ. Васкарах куҫҫульне шӑлса илчӗ те вӑл, ҫӳлелле, хӑйӗнчен малтан улӑхма пуҫланӑ ушкӑн шавласа-тӗпӗртетсе кайнӑ ҫӗрелле ҫаврӑнса утрӗ. Воропаев ӑна хӑй патне чӗнсе илчӗ. — Матвей Ильичран-и? — Ҫапла, тӗл пултӑм. Тӗпне пуртӑпа касса шӑтарнӑ, — ӑнланатӑн-и? Вӗренӳ хыҫҫӑн манпалан пухӑва каятпӑр-и? — Эсир унпа калаҫрӑр пулас? — Эпӗ кунта ҫукки… манӑн хутсем, — тет вӑл тӗлӗннипе, — акӑ ман хутсем… эсир шӳт тӑватӑр пулӗ: мӗн тума кирлӗ сире манӑн хутӑмсем? — Ҫук, кун пек юрамасть. Ку ытла та хӑрушӑ. Эпир Маунганаму робинзонӗсем пулса тӑрӑпӑр. Эпӗ вара свидетельсем, Татьянӑпа Ольга, ун ҫинчен куҫ илмесӗр пӑхнине асӑрхарӑм. Мана тӗрмене кайса ларни ним тума та кирлӗ мар, манӑн хамӑн интерес пур. — Пулӑ, айван! Шыв ҫинче пур ҫӗрте те — пӑр катӑкӗсем, сурӑх кӗтӗвӗ пекех, ярӑнса пыни курӑнать. — Капиталпа мар. «II vient regarder nos travaux, се sacre с…» тенӗ вӑл. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара, мирлешнӗ ҫӗрте текех нимӗнле интерес та ҫуккине кура, Пест юнкер барон килне кайнӑ. Халь кӑна каласа кӑтартнӑ франрузла сӑмахсене те вӑл килне кайнӑ чух, ҫул ҫинче, шухӑшласа кӑларнӑ пулнӑ. Парӑмсем пулаҫҫӗ пулсан, вӗсене тӳлесе татмалла, ҫавна пӗлетӗп эпӗ. Мӗн тав тумалли пур унта? Каятӑн, каятӑн, тур каҫартӑр, пӑхатӑн малалла, ҫеҫенхирӗн вара ҫаплах вӗҫӗ ҫук та ҫук! Ни вӗҫӗ, ни хӗрри! Озеров вара, татах тепӗр утӑм малалла ярса пусрӗ те, аллипе сулмасӑрах, анчах та пӗтӗм вӑйран нимӗҫе аякран чышрӗ. Ҫав Соколовах илӗпӗр ак. Пӗрремӗш хут курнӑ чухне вӗсем ҫав териех сехӗрлентерсе яраҫҫӗ, ҫакна вара сӑмахпа каласа пама та май ҫук. Хӑнасем пухӑнакан пӳлӗмре вӑл хӑйне хӑй чи чаплӑ обществӑри хӗрарӑмсенчен те лайӑхрах тыткалама пултарать. Унтан хуппине сӳсе илсе, вӑл кактусран хулӑм чӗлӗсем касса хатӗрлерӗ те Фелим ӳчӗ ҫинчи хӗрелсе ларнӑ йӗрсене вӗсемпе витсе хучӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара сиен курнӑскере мустангер хатӗрленӗ таса тутӑрпа ҫыхрӗ. Ҫывӑрма вӑхӑт сахал юлса пырать. Вӑл такама хӑваласа ҫитесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑ. Ҫынсем хушшипе утса, хурӑнсем патнерех пынӑ чух Макариха Ерофей Кузьмича курчӗ. «Чӗлхе» сӗтӗрсе килчӗ! Ҫывӑхра айккинелле кайма темиҫе коридор та пулнӑ. Пӗлейместӗп. Анчах та кунта чарӑнса тӑни вӑл — вилӗм шыранипе пӗрех. Шӑп та шай ултӑ кун лутӑркарӗ мана Полесьен хӑпма пӗлмен, ҫав тери усал сивамакӗ. Атту эпӗ виҫӗ кунӗнче те пурӑнман, асапланнӑ ҫеҫ!» Анчах кам кӑна ҫук кунта? Пирӗн ун пек секретарьсем пулман-ха. Анчах ку кӑна ҫителӗксӗр-ха; сарса тытнӑ ура пуҫӗсем хушшине пӑшал кучӗ вырнаҫмалӑх вырӑн хӑварни те салтак кӗлеткисем пурте пӗр пек тайӑлма пултарни кирлӗ иккен тата. Анчах часах Дик Сэндӑн караван вырӑна ҫитет тесе шухӑшлама пур сӑлтав та тупӑнчӗ. Мӗнпе тытса чармалла ӑна, якӑлтие, пирӗн иксӗмӗрӗн? Ҫар карапӗ уҫӑ тинӗсре мӗнпур вӑйпа малалла ыткӑннӑ вӑхӑтра ҫакӑнтан усӑлли урӑх нимӗн те пулма пултараймасть. — Каскӑпа! Суламифь ӳчӗпе куҫа-куҫӑн пӗр-пӗччен юлсан, ун ҫепӗҫ сӑнпуҫӗн йӗрӗ-туртӑмӗсене вӑрахчен пӑхнӑ патша. Хушӑран ҫаплах, пуҫне сулкаласа: «Ҫӗр тенкӗ-ҫке! Калама ҫӑмӑл!» — текелесе, хӑйне хӑй мӑкӑртатса пычӗ пулин те, вӑл ерипен лӑпланчӗ. Арҫын хӗрарӑм ҫине тата хӗрарӑмсем те хӑйсем ҫине урӑхла пӑхма пуҫласан ҫеҫ ҫакӑ улшӑнма пултарать. — Малалла вара мӗн пулчӗ? — Хамӑр мӗнле ӗҫлеме пӗлнине кӑтартӑпӑр эпир. Фортри офицерсенчен хӑшӗ те пулин пулӗ, тен? — Каштанка! Ачисене илсе кайрӗҫ, амӑшне вӗлерчӗҫ… Эх, мӗнле тӗлӗнмелле ҫулҫӳрев! — Атьӑр пӗве патне уҫӑлса ҫӳреме каяр, — тесе сӗнчӗ ӑна вӑл. Вӗсем ҫавӑнтах сада, унтан ҫул ҫине тухрӗҫ. — Халех влаҫсене пӗлтермелле, — мӑкӑртатрӗ Стефчов, курӑк ҫинче выртакан фескине илсе. Епле килтӗр-ха Риварес чирлӗ выртнӑ ҫӗртен? Кунашкал сӑмахсене эсӗ ӑҫтан илтнисене унта хӑйсемех тӗпчесе пӗлӗҫ! 6) Унтан тата Конституци проекчӗ ҫумне — икӗ палатӑн членӗсене те пӗр пек йышлӑ тума калакан хушав сӗнеҫҫӗ. Эпӗ тӗттӗмелле тинкерсе пӑхрӑм — сывлама чарӑнтӑм… Вӑл хӑйне чӑрсӑр тесе шутласран хӑрарӗ те, тӑруках ҫаврӑнса илсе, каллех хӑйне хӗрӳллӗн тав тӑвакан плантаторпа сӑмахлама пуҫларӗ. Ҫак нумая пыракан пӑнчӑсене сӑнаса, астрономсем интереслӗ явлени уҫнӑ. — Ну, куна эсир, капитан, кӑштах мӗн пулас-ха… Вӑл калама пуҫларӗ, эпӗ тем пек тӑрӑшса ҫырса пыратӑп. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр, Лушка алӑк умне тухса тӑчӗ, ывӑннӑ чухнехи пек васкамасӑр, пуҫӗнчи шурӑ тутӑрне тӳрлетрӗ. Ҫине-ҫинех илтӗнчӗ шатӑртатнӑ сасӑ. Маншӑн ҫак сӑмах темшӗн Сергиевский урамри ача-пӑча теттисем сутакан «Эврика» магазина аса илтеретчӗ. Унта та каллӗ-маллӗ ҫӳрекен теттесем ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Нумай та вӑхӑт иртмерӗ, эпӗ ҫак сӑмах пачах урӑх япала иккенне ӑнланса илтӗм. Вӑл кун пире анне, йӑмӑкпа иксӗмӗре, хӑйпе пӗрле ертсе кайрӗ. Балкан тӑвӗ ҫинче вӗлкӗшекен ялав енне пурте хавасланса пӑхнӑ. «Мӗншӗн-ха вӑл сана атӑ тутарса памасть?» тесе хирӗҫлет лешӗ. — Мӗн эсӗ? — ӑнланмарӗ Тимур. Кам-тӑр пылчӑк тӑрӑх ҫатлаттарчӗ, Ромашов вара Николаевсен тиншӗкӗн, Степанӑн, ҫиллес сассине илтех кайрӗ: — Ҫӳрет, ҫӳрет кашни кун. Мӗн туса ҫӳрет, мур пӗлсе пӗтерет!.. Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗ, 18 **. Эсӗ пыр, пыл илсе кил, е эпӗ чӗлхесӗрне ярӑп. — Танксем-и, э? Эпӗ крыльцоналла ывтӑнтӑм. — Калӑп, — тавӑрчӗ, — паян калӑп. Эпӗ, ку — пирӗн Конституци шухӑшӗпе килӗшмен тӳрлетӗве сирсе пӑрахма кирлӗ, тесе шутлатӑп. Ҫакна мӗншӗн туяннӑ эпӗ? Мӗн ӗҫ пур-ха ман Инсаров господин ҫумӗнче? Ҫапла ӗнтӗ, Айртон пирки иккӗленсе тӑрас юлашки шухӑшсем те ҫухалчӗҫ. Ҫак ҫын «Британипе» унӑн капитанӗ ҫинчен питӗ аван каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫак кӗнекене камӑнне те пулин урӑх ҫынӑнне вӑрланӑ тесе иккӗленсе тӑма та аван мар. Сирӗн шӑллӑр пӗтӗм халӑх илтмелле шавларӗ, кӑшкӑрашрӗ; вӑрттӑн калаҫма тесе, ҫывӑрмалли пӳлӗме кӗрсе питӗрӗнсе ларнӑ, анчах килхушшинчи тарҫӑсемпе горничнӑйсем кӑна мар, ямшӑксем те пурте илтме пултарчӗҫ. Тата мӗнле те пулин ҫӗнӗ йышши нӑрӑ тупасчӗ ун, унпа хӑйӗн ятне ҫыхӑнтарасчӗ, вара ӑна урӑх ним те кирлӗ марччӗ. Тӳрех калас пулать, эпӗ пренисем пуҫлатӑр тесе шутланӑччӗ. Каялла!.. — пӳлӗне-пӳлӗне, икӗ аллипе те хӑлаҫланса кӑшкӑрчӗ хӑй. Унтан вара чӳречесене, урайне сивӗ шывпа ҫурӗ, сӑмавар лартрӗ. Уэлдон миссис, Дик Сэнд, негрсем — пурте ҫӗр хӑвӑлне таврӑнчӗҫ: унта вӗсен пурин те темиҫе сехет канмалла. Ну, тавах турра! — Канлех ҫывӑртӑр-и? хӑрах ури хуҫӑлнӑччӗ ун; никама юсаттарма ҫук — осаднӑй положенире, — ун айне мӗн те пулин хурас пулать. Вӑл, атӑ кӗлисемпе ҫирӗппӗн шаклаттарса, пӳлӗмсем тӑрӑх васкавлӑн, йӗррӗн чупса ҫӳренӗ, тарҫӑ-тӗрҫӗсене, хуҫа пек кӑшкӑрашса, хушусем панӑ, хреснай ывӑлне ҫурӑмран лӑпкаса йӑпатнӑ: — Эсӗ, йӗкӗт, мӗн пит чулланса кайнӑ? — тенӗ вӑл. — Эсир пӗлместӗр-и? Давыдов, пӗр тӑхтамасӑр:— Пирӗн, Макар, кунтан ним те тухмасть: манӑн ҫураҫнӑ хӗр пур, Миллеровӑна ҫӑвӑнпа кайрӑм та эпӗ, — терӗ. — Эсир корольшӑн-и е короле хирӗҫ? Ҫыр. Калас пулать, ҫурти вӑл кирлӗ те пулман — уйӑх ҫути пӳлӗме лайӑх ҫутатса тӑнӑ. Ҫак тӑватӑ ҫынпа арҫын ачана тытӑр, вӗсене те пӗрле илсе каятпӑр. Ун пекки ниме те тӑмасть — нимӗнле шухӑша та ямасть. Ку вӑл хӑрушӑ ыйту. Тата тепӗр инкек йыхӑрни ҫеҫ пулӗ, унтан вара вӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри сике-сике тухӗҫ, чӗлхене ҫыртма пӗлес пулать. — Мӗн вара, купецсем патӗнче шалу ытларах тӳлеҫҫӗ-им? Илемлӗ статуя шӑратса ӑна чун кӗртни — аван, анчах ҫамрӑк ӑс-тӑна аталантарни, ӑна хӑйне кирлӗ пек ҫамрӑк чун пани, чӑнлӑх туйӑмӗ сывласа кӗртни — тата та лайӑхрах. Ку тамӑкра кам шуйттанӗ ҫул шыраса тупма пултартӑр-ха? — Ӑҫта тӗттӗм иккенне пӗлетӗн-и эс? Халӑх ун хыҫҫӑн вӑл мӗн тунине туса пычӗ. Ку упӑтесен эшкерӗ хӑйсен улӑп ертӳҫӗ хыҫҫӑн пырать тесе шутласа илме май пулчӗ. Амӑшӗ ҫӗр ҫинче пур япала та нумаййине, анчах халӑх нушаланнине, шутласа кӑларма ҫук пуянлӑх таврашӗнче ҫынсем ҫурма выҫӑ пурӑннине курать. Рита хӑйӗн каҫхине пушӑ вӑхӑт пуласси ҫинчен тата «Париж коммунине аркатнин сӑлтавӗсем» ятлӑ темӑна пӗркун вӗренсе пӗтерейменни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Ҫапла! Ӑҫта пӑхнӑ унтах тимӗр-тӑмӑр купаланса выртать. Ҫав тимӗр-тӑмӑр нумаях пулмасть хӑватлӑ та вӑйлӑ пулнӑ ӗнтӗ, анчах халь хӑш-пӗр куписенчен ҫаплах-ха сарӑрах тӗтӗм пекки йӑсӑрланса тухать. Мӗне ӗненем эпӗ? Анчах та, сывӑ пул-ха! Картла вылякансемпе эрех ӗҫме пынӑ ҫынсем-и? Кирек ӑҫта те пӗчченҫиех ҫӳресен: пасара та, ҫӑкӑр илме те, шыв ӑсма та каять вӑл… кунта ӑна апла-капла ҫӳренине асӑрхамаҫҫӗ пулас, хӑнӑхса ҫитнӗ пулмалла. — Акӑ вӑл — аслӑ кассир». Кравать айне кӗрсе шӑвӑнас тенӗччӗ, шыратӑп, вӑл пачах эпӗ шутланӑ тӗлте мар иккен; ун вырӑнне ман алла Мери Джейн кӗписене витсе тӑракан карӑ сӗртӗнчӗ; эпӗ хӑвӑртрах ун айне йӑпшӑнтӑм, кӗпесем хушшине пытантӑм та сывламасӑр тӑратӑп. Мӗне кирлӗ-ши вара ун пек ейкеленни? Эпир яланах пӗрле, шывпа пулӑ пекех пӗрле, а вӑл темле кӳренмелли сӑмахсем ҫинчен калаҫать. Ҫакна ниепле те ӗненме пултараймастӑп эпӗ! Вӑл мӑйӑхлӑ, пӗчӗк сӑмсаллӑ, ҫамки ҫинче мӑкӑль пур, кулнӑ чухне сӑмсипе мӑкӑль хушшинче чӗтресе тӑракан пӗркеленчӗксем хӗсӗк куҫӗсене хупласа лараҫҫӗ. Никитӑн куҫӗсем — хӗр куҫӗсем евӗр, пысӑк та кӑвак, хӑйӗн кӗпи пекех; — Ҫав юрра эпӗ, — терӗ Петр кӑшт тӑрсан, — аташса выртнӑ чухне аса илеттӗм… Ҫур минут та иртмерӗ, атте кӗнекене чышкипе ҫапса пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫне ҫитиех вӑркӑнтарса ячӗ. Симурден вуласа тухрӗ: «Республикӑн 2-мӗш ҫулӗ Обшествӑна хӑтарас тӗлӗшпе ӗҫлекен Комитет Симурден гражданина ҫыран хӗрринчи ҫар отрячӗн начальникӗ Говэн гражданин патне никама пӑхӑнман пысӑк полномочиллӗ комиссар туса яни ҫинчен ӗнентерет. Ватӑ Том унталла ҫул тытрӗ, анчах чарӑнчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Пӑхӑр-ха! Ватлӑх чирӗпе аптранӑ чухне мана ӗне сума, апат-ҫимӗҫ пӗҫерме, сан кӗпе-йӗмне ҫума, пахча-ҫимӗҫ лартса ӳстерме, хуҫалӑхри пӗтӗм ӗҫе тума йывӑр-ҫке… Павлов докторӑн урамне часах шыраса тупаймарӑм эпӗ, мӗншӗн тесен хам кунта пурӑннӑ чух ҫав урамра пӗртен пӗр ҫурт кӑна, Павлов хӑйех пурӑнакан ҫурт кӑна пурччӗ-ха, ытти ҫуртсем вара окрисполкомра ҫакӑнса тӑракан план ҫинче кӑна палӑратчӗҫ. Аэлита ассӑн сывласа кӑларчӗ те вулавӑша кӗчӗ. — Тавлашмӑп, — терӗ старик сивлеккӗн. — Сирӗн пӳлӗмӗрте тупнӑ хаҫатсене эсир ӑҫтан илтӗр? Эсир — чыссӑр ҫын! Пӗрремӗш искусственнӑй планета ҫине «Союз Советских Социалистических Республик. — Космогони, теогони, агони. Сӑнӗсем те, сассисем те савӑнӑҫлӑ мар вӗсен, хурланаҫҫӗ тейӗн вӗсене, ӗнерхи ҫапӑҫура пулнӑ ҫухатусене пула чун-чӗререн пӑшӑрханаҫҫӗ тейӗн, анчах та тӗрӗссипе каласан, вӗсенчен пӗри те чи ҫывӑх ҫыннине ҫухатман (вӑрҫӑ пынӑ чух чи ҫывӑх ҫынсем пурах-ши вара?), ҫавӑнпа та ытахальрен ҫеҫ, эпир хамӑра хамӑр хурланакан ҫын пек тыткалама тивӗҫ тесе шутланӑран ҫеҫ, хурланнӑ пек пулаҫҫӗ вӗсем. «Пилигрим» ҫӗмӗрӗлнӗренпе ун ӗҫӗ вӗҫленчӗ. Чӑн та, Негоро хӑйӑрлӑ сӑмсах тӑрӑх ҫӳрерӗ, тем аса илме тӑрӑшнӑ пек юханшыва, ҫыран хӗрринчи тусене тинкерчӗ. Риварес хӑй ҫеҫ пӑхӑнман. Эсир чеченецсене, эпӗ вара сыснасене сыхлама ларӑп. Вара вӗсем кинона, цирка е сада кайнӑ. Анчах ҫапах та сӑмахӗ шанчӑклах тухмарӗ. Охотнӑй рет урамӗ лутра та вӑрӑмччӗ, ӑна йӑлт сӑрласа пӗтернӗччӗ. — Сирӗн ҫын-и? Юрӗ. Мӗн тери хитрен курӑнчӗ Соня Валахина кӑнттам ҫамрӑк княҫпа французсен кадрильне ман умран ташласа иртнӗ чухне! Ӑна вӗренпе кӑшт ҫеҫ кӑкаркаланӑ. Эпӗ вӗренне салтса, ишме тытӑнтӑм. — Эсӗ час-часах кил ман пата; май пулсанах кил.. Мӑн ҫынсем, пикнике пырса, ачасене савӑнма кансӗрлес мар, терӗҫ. Анчах та Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ курӑнса тӑрать-ҫке-ха! Буриш ҫапла вӗҫсе аннине курнӑ пулсан, вӑл: «Ман ӗҫ ҫаплах пӗтмен иккен-ха», — теме кӑна пултарнӑ пулӗччӗ. Хӑвӑрах пурӑнӑр ырӑ курса! Фома чирлес-тӑвас пулсан, ашшӗ, мӗнпур ӗҫне хӑварса, килтен тухман, текех вӑл — аппӑшӗпе ывӑлне ӑҫтиҫук ыйтусемпе, канашсемпе йӑлӑхтарнӑ, лара-тӑра пӗлмесӗр, салхуллӑн, шиклӗн пӑхкаласа, пӳлӗмсем тӑрӑх ахлатса ҫӳренӗ. «Кошевой ӑс патӑр!» терӗҫ ыттисем. Лектӗрччӗ халь пирӗн алла Вунулттӑмӗш Людовик, вара унӑн биографине: «Ҫветтуй Людовикӑн несӗлӗ ҫӳлти патшалӑха ӑсанать», — тесе ҫырса хуман пулӗччӗҫ. Ҫук, сэр, эпир ӑна чикӗ урлӑ каҫарса яраттӑмӑр — вӑт ӑҫта каятчӗ вӑл, еплерех ҫӑмӑллӑн ӑсататтӑмӑр-ха тата!.. Анчах — начальниксемсӗр те юрамасть, пурте ҫапӑҫса пӗтме, пӗр-пӗрине ҫапса пӑрахса пӗтерме пултараҫҫӗ. Эпир виселица патӗнче ҫав тери ҫывӑхра тӑратпӑр, манӑн мӑй мӑйкӑч хӗснипе шӑнма пуҫларӗ ӗнтӗ. Сире вӑл хӑратать-им? — терӗ. Шкулта мана пурте сапаланчӑк тесе шутлатчӗҫ. Ку таранччен те пуҫра шавлать, — кунта килнӗ чухнехинчен те ытларах… Эсир мана пӗр пӗчӗкҫӗ шанчӑк памарӑр пулин те, эсир хушнине эпӗ нимӗн курмасӑрах пурнӑҫласа пытӑм. — Вӑрҫӑ-и? Лешӗ ман ҫине куҫҫулленсе тӑракан куҫӗсемпе пӑхрӗ те кулса ячӗ: — Ку вӑл — булочник! Хӑшпӗр чухне Туфта хӑйӗн пӳлӗмӗнче ҫӗрлеччен ларнине эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. Бобровӗ ҫавӑнтах ыйтма та ӗлкӗрнӗ: — Х-хӑш т… тӗлтен? Унтан вӑл ҫавӑнтах выҫлӑх хӑрушлӑхӗ ҫинчен тата прокламацисем ҫинчен калаҫма пуҫларӗ, юлашкинчен вӑл ҫав тери нумай тата тытӑнчӑклӑ калаҫни пурне те тарӑхтарса ҫитерчӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ Иисус, пар мана ачамсене! — Мӗнле кӗнекесем вулатӑн, сӑмахран каласан? Пин ҫул хушши вӗсем пӗрмаях йӗркеллӗ улпутсем пулса пурӑннӑ, мужикӗн тирне сунӗ, унтан сасартӑк — вӑраннӑ та, мужик куҫне шӑлса уҫма тытӑннӑ. — Тыт, тыт тетӗп! — кӑшкӑрса ячӗ Ергушов, чурбан айӗнчен ҫӗкленнӗ май винтовкине хыпашласа. Ҫамрӑк хресченӗ те пуҫ тайрӗ. Салтаксем те пуҫӗсене ун еннелле пӑрчӗҫ. Ҫав минутра Ромашов хӑйне хӑй, — намӑсланнӑскере, шӑтарасла тинкернине пула мелсӗррӗн те килпетсӗррӗн утса пыраканскере, — куҫӗ умне кӑларса тӑратрӗ те, ӑна пушшех аван мар пулса кайрӗ. Павел Петрович вара стенисене темле тӗслӗ хӳхӗм шпалер ҫыпӑҫтарнӑ, чӑпар тӗслӗ персидски ковёр ҫине хӗҫпӑшалсем ҫакса тултарнӑ, тӗттӗм-кӑвак триппа ҫаптарнӑ мӑйӑр йывӑҫҫинчен тунӑ сӗтел-пуканлӑ, ватӑ хура юмантан тунӑ renaissanse библиотекиллӗ, чаплӑ ҫырмалли сӗтел ҫинче бронза статуэткӑсем ларакан, каминлӑ чаплӑ кабинетне таврӑнчӗ. Анчах Артур крепоҫе ним хумханмасӑр кӗнӗ чухнехи пекех пӗртте пӑшӑрханман. — Эп те тавӑрасшӑн, Петр, вӗсемшӗн хӑрушӑ пултӑр та, хамӑра аптрамалла ан пултӑр. — Сӳнтерме, батюшка… — Хуралҫӑ ачи. Сирӗн ачӑрсем пулман, манӑн — пулнӑ: ку пысӑк уйрӑмлӑх. Пӑхкаласа пыр, халӑха ан култар. Вӑл палата варринче чарӑнса тӑрса, темскер аса илме тӑрӑшнӑ пек, ҫамкине сӑтӑрма тытӑнчӗ. Тата мӗншӗн шӑпах ман хыҫран хӑваламалла пулнӑ-ха унӑн? — Ну, мӗн тӑвӑн? Епле юратӑр-ха ун пек! — Ҫав алхимиксем, — тет вӑл: — Авиренна, Бэкон, Люллус, Парацельс хӑйсен вӑхӑтӗнче пӗртен-пӗр, чӑн-чӑн ученӑйсем пулнӑ. 45 миллиона 400 ҫине пайлӑпӑр… Унта ракетӑпа та ҫӗр вуникӗ пин те пилӗкҫӗр ҫул вӗҫмелле пулать иккен. Вӑл ҫакна ниепле те ӑнланса илме пултарайман: ҫын хӑй умне ыра та лайӑх тӗллевсем лартнӑ пулсан, мӗн тума ҫавӑн пек ниме тӑман япаласем ҫинчен калаҫас? Вӑл яланах ҫакна асӑрханӑ: Софья Павловна куҫӗсем, ун ҫине пӑхмассерен, тӗттӗмленнӗ, ҫӳлти тутин хӗрри, чӗтренсе илсе, кӑшт ҫеҫ ҫӳлелле хӑпарнӑ, вара пӗчӗкҫеҫҫӗ шап-шурӑ шӑлӗсем курӑнса кайнӑ. Пӗтнӗ ҫын вӗт вӑл! Эпӗ ӑна ҫиленнипе мар, хам сана хӗрхеннипе калатӑп. Амӑшӗ кулса илчӗ. Унӑн ывӑлӗсем лашисем ҫинчен те тин ҫеҫ анчӗҫ-ха. Лешӗ манӑҫа путнӑ, шӑппӑн ахлатнӑ, французла: «Соuchez-vous», — тенӗ те ӗҫме ыйтнӑ. Инкеке пула, тавлашусӑр пулмасть, мана вара пурте пӗлеҫҫӗ, пурте шанаҫҫӗ; ҫавӑн пек тавлашусенчен пӗрне тишкерсе тухма чӗнчӗҫ те ӗнтӗ мана. Пар ӑна мӗн те пулин кирлӗреххине вулама. — Ҫук, тухмасть ҫав вӑл ӑна. — Ӗҫ питӗ начар, — терӗ лешӗ, вырӑнтан тапранмасӑр. — Ҫапла, лайӑх каларӑн, анчах пирӗн ҫав тери асӑрхануллӑ пулмалла, — терӗ Дик Сэнд. Халӗ вӗсем малалла мӗнле пурӑнмаллине те, мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Кӑна эп хамах. Эсир ку ӗҫе ан хутшӑнӑр. Сывлӑху мӗнле? Кашни ир пӗр сехетрех тӑр; сан каяс килет-и, килмест-и — пит ҫума кай; унтан санӑн пуҫна тӑрӑшсах турапа чавалаҫҫӗ; вӑл мана вут сарайӗнче те ҫывӑрма ирӗк парас ҫук. Ҫав усал тумтирӗ тата! Ҫитменнине унӑн халӗ кӑмӑлӗ пӑсӑлнӑ. Вӑл ялан ҫӗнӗ пек, халиччен курман пек туйӑнакан, пит сайра ҫеҫ тӗл пулакан илемлӗхпе чиперччӗ; ҫав илемлӗх яланах чӗрене ӳсӗртсе яракан савӑнӑҫпа тултарать. Пӳ ҫитмест унта. — Давыдов хӑй пӳлӗмне кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн ҫынсем сӑнасах тӑнине асра тытса, тӑрӑшсах шырам пек турӗ. — О, куншӑн кӑна пулсан, Глазгона ҫитессине кӗтместпӗр, — терӗ Джок Мангльс. Хай пурнӑҫӗнчи чи манӑҫми кунӗнче вӑл ҫак ушкӑна килсе кӗчӗ, килессе те кулӑшларах килчӗ, ӗнтӗ вӑл ҫакӑнта килме килӗшнипех унӑн ырӑ чӗри пит паттӑр иккенне кӑтартса пачӗ. Тавай-ха тепӗр хут: хоп-хоп, яра пар, хоп, яра пар! хоп, хоп, хоп!» Кирек мӗнле пулсан та Петька ӑна ӗлӗк кочегарта ӗҫлет тетчӗ. Чечен кӑна ялик ҫавӑн чухлӗ ҫула тӳсме пултарӗ-ши? Вӑл вара манӑн алла хӑйӗн сарлака та тӗреклӗ аллипе хыттӑн чӑмӑртарӗ. Пире мӗн кирлине турӑ пирӗнтен лайӑхрах пӗлсе тӑрать пулӗ, ним тума та ҫук, Петр Андреич; эсир те пулин телейлӗ пулӑр… — Синопа, кил кунта. Хам кӑна мар, арӑм та савӑнса кайрӗ. Ачасем те хӗпӗртеҫҫӗ ӗнтӗ. Среднегорски шурӑ эрех пичкине уҫрӗҫ; юри Огнянов ячӗшӗн тесе вӗсем кашни ирсерен автан пусса яшка пӗҫерсе пачӗҫ, — килти ҫынсем раштав типпине пула какай яшки ҫиместчӗҫ. Питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнчӗ вӑл ҫак каҫхине, ахӑрнех Катя килессе кӗтнипе пуль, хӑй канӑҫсӑрлӑхне ман умра палӑртасшӑн та марччӗ пулас. Эпӗ, бриллиант пек, тап-таса механик. Халӗ, чечексем ҫурӑлса пӗтнӗ хыҫҫӑн, ҫурт ҫийӗсем куҫа савӑнтараҫҫӗ. Хӗрлӗрех сарӑ тата кӗрен тӗслӗ ир пиҫсе ҫитекен кавӑнсем, ҫутӑ сарӑ дыньӑсем, пӑрӑҫсен хӗрлӗ ҫыххисем, пирсем ҫине сарнӑ хура-хӗрлӗ кизилсем, шӑлан ҫырлисен коралл куписем тата терновник ҫырлисен тӗксӗм кӑвак куписем, инжирӑн симӗс-сарӑ та хура ҫыххисем тата гранатсен тӗксӗм хӑмӑр чӑмӑрккисем ҫурт виттисен тайлӑмӗсене илемлетсе тӑраҫҫӗ. Чарусӑр вӗри туйӑм кӑна мар, пурнӑҫ хӑй те ерипенех, сисӗнмесӗрех сӳнсе пырать… Василий Иванович, аллисене пичӗ ҫинчен илчӗ те, хӑйӗн арӑмне, тусне, ҫамрӑк чухне те ыталаман пек ҫав тери хытӑ ыталаса илчӗ; арӑмӗ кӑна унӑн хуйхине лӑплантарчӗ. Ун чух мӗнле марксистла никӗс шыранине курӑпӑр унта! Базаров ҫывӑха пычӗ. — Эпӗ мӗн шухӑшлани кирлех мар. Пӳрт тӗлӗнче ҫӑмӑл машина чарӑнса тӑчӗ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: ку вӑл джигит, вырӑссене пачах урӑхла условисенче пӗрре ҫеҫ мар курнӑскер, ҫавӑнпа та ӑна халь вырӑссем нимӗн те тӗлӗнтермен ҫеҫ мар, интереслентермен те. Ӑс-тӑн пирки вӑл мана ярса илесшӗн! Тепӗр минутранах пӑрахут урапийӗ тапратса янӑ хум пырса ҫапнипе кимӗ сӑмси ҫӳлелле ывтӑнса кайрӗ, ҫапла флотили ҫула тухса кайрӗ. Крепӑҫре унта-кунта хурахсем офицер ҫурчӗсене ҫаратса ҫӳреҫҫӗ. Пур ҫӗрте те ӳсӗр пӑлхавҫӑсем ҫухӑрашни илтӗнет. Картишӗнчен лаша ҫухалчӗ те, уншӑн эпӗ айӑплӑ мар вӗт, — тесе хучӗ. Вӑл палатка патӗнчи камед йывӑҫӗ патӗнче ларакан юлташӗсем патне пычӗ. — Вӑл вара, пӗтӗм чунӗпе парӑнса, сапӑррӑн хушса хучӗ: — Хӑв мӗн тӑвас тетӗн пӗтӗмпех ту мана. Тепӗр ҫур сехетрен сакӑр хӗҫпӑшаллӑ ҫын хупах хуҫи патне кӗрсе кайрӗҫ, иккӗшӗ урама тӑрса юлчӗҫ. Вӗсем ташлаҫҫӗ, анчах ҫав ташӑра та, юрӑри пекех, темӗнле йывӑҫлӑх, вилӗ кутӑркавлӑх палӑрса, сисӗнсе тӑрать, ҫакна курсан, ирӗксӗрех йӗрсе ярас килет. Ирӗксӗрех ырласа ҫӑвар уҫса илнисем ҫавӑнтах шӑп пулчӗҫ те вара ун вырӑнне тупӑкри пекех шӑплӑх пулса тӑчӗ. Тем пуласса шутсӑрах хытӑ кӗтмелли самант ҫитрӗ. Хула тӑршшӗ виҫе глюнглюнг (вӑл акалчансен аллӑ тӑватӑ милне яхӑн), урлӑшӗ икӗ глюнглюнг ҫурӑ. Ӑна эпӗ король мана валли ятарласа тутарнӑ ҫӗр квадрат футлӑ плана урайне сарса хурса, хамах виҫсе пӗлтӗм. Эпӗ пушмак хывса план ҫине хӑпарса тӑтӑм та план диаметрӗпе ҫавракӑшне утӑмласа темиҫе хут та виҫрӗм. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара масштаб тӑрӑх хула пысӑкӑшне тӗрӗс шутласа пӗлтӗм. Кӑнтӑрла умӗн ачасен ҫиесси килнӗ, анчах вӑя юратнипе вӗсен киле каясси те килмен. Каярахпа кӑна пӗтӗмпе пӗлсе ҫитрӗм акӑ: Григорий Александрович ҫав тери йӗкӗлтесе ҫитернӗ иккен ӑна, хуть те шыва сик. — Эпӗ пӗлетӗп: ҫав субъект ҫинчен мӗн каланине пурне те эсир ӑраснах интересленсе итлетӗр, — тесе мӑшкӑлласа ответлерӗ Кольхаун. Онбаши вӗсене асӑрхаса пӑхрӗ, нимӗн тӑва пӗлмесӗр тинкерсе тӑчӗ. — Вӑл аллине малтан пӗр еннелле, унтан тепӗр еннелле тӑсрӗ. «Ӑҫтан та ӑҫтан?» Каҫсерен, пляжсем, волейбол площадкисем пушанса юлсан, санаторире ташлама юратнӑ. Вӑл пӑсара йӑрӑлӑхӗпе мантикора хыҫҫӑн кӗрсе кайрӗ, унта кӗрсе фактори карти айне ҫитнине асӑрхамарӗ те. Сарай алӑкӗнче Лозневой курӑнса кайрӗ, — вӑл аҫам тӑхӑнса янӑ, ҫиелтен ҫӳхе чӗн пиҫиххи туртса ҫыхнӑ, ҫӑпатапа, кивӗ ҫӗлӗкпе. Пӗтӗмпе юр айне пулнӑ мӑн хырӑмлӑ ҫӑмламас лаша, хӑйне хӗнекен хулӑран тарса хӑтӑлма хӑтланса йывӑррӑн сывласа, лутра тунисемпе тарӑн юр ҫипе тӑнкӑлтатса чупнӑ. Артур пуҫне сулчӗ, вара Монтанелли калаҫӑва хӑвӑртрах урӑх еннелле пӑрса ячӗ. Старик кайӑка илнӗ. Пирӗн ялта темӗн те пӗр сӑмах сарӑла пуҫларӗ: шурӑ кашкӑрсем тухмалла, ҫынсене ҫимелле, тискер вӗҫен кайӑксем вӗҫсе килмелле, теҫҫӗ. Нӳрлӗ ҫил, ывӑннӑ лаша пек хашкаса, чӑрӑш тӑррисене силлет, ҫумӑр пуласса систерет. — Эпӗ хама хам хӳтӗлетӗп. Вӗтлӗх кӗҫех пач пӗтсе ларчӗ. Вӑл эпӗ калаҫнисене алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳресе итлерӗ. Устин ун умӗнче аллисене йӗм кӗсйине чиксе, урисене саркаласа тӑрать… Ку Парахин катийӗ вӗт!», — тесе тавҫӑрса илтӗм: «чӑнах ҫапла! акӑ, ку Синдеев ращи… Вӑл лашипе ҫынпа калаҫнӑ пекех калаҫнӑ. Лашан пӑсӑлнӑ, тусанланса ларнӑ, варринче лапчӑкланса тӑракан мӑнтӑр ҫурӑмне вӑл хӑйӗн аркипе шӑлнӑ та унӑн хитре, ҫамрӑк пуҫне йӗвен тӑхӑнтартнӑ, хӑлхисемпе ҫамки ҫине тӳрлетнӗ те шӑварма илсе кайнӑ. Вӗтӗ-вӗтӗ кӑтрашкаллӑ путек тирӗпе тыттарса тунӑ икӗ пӗчӗк мӑйрака пекки пурччӗ, тет, ҫавӑн ҫинче: пӗри малалла, тепри хыҫалалла тухса тӑратчӗ, тет, чи лайӑх пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ кӑн-кӑвак та хӗрлӗпе тыттарнӑ кӗпе тӑхӑнса янӑскерсем вара пуҫлатчӗҫ, тет, ташлама. Пӗр ирхине Анна, унӑн арӑмӗ, пӳрте савӑнса пырса кӗчӗ:— Ватти ҫилтӗр янӑ. Хамӑрӑннисем пырса кӗр — ним те мар, килкартинчех ҫӳрет. Эпӗ ура ӑҫта пуснине те лайӑххӑн курмастӑп, хам ӑҫталла кайнине те чантан чухламастӑп, пыратӑп ӳсӗр ҫын евӗр енчен еннелле сулкаланса, ҫав вӑхӑтрах шӑлсем хамӑн пӗр-пӗрин ҫумне ҫапӑна-ҫапӑна хӑвӑрттӑн та хыттӑн шаклатаҫҫӗ. Ҫил арманӗ лартрӗ, унтан тата пилӗк лаша вӑйлӗ пӑспа ӗҫлекен двигатель туянса ячӗ те ҫу ҫапакан завод туса лартрӗ, выльӑх-чӗрлӗхпе суту-илӳ тума тытӑнчӗ. Пысӑк ҫыру сӗтелӗ хушшинче кӑвак кӗпе тӑхӑннӑ губком секретарӗ ларать. Кунтан, инҫетрен, сухаласа пӑрахнӑ пусӑ, симӗс курӑк хушшине сарса пӑрахнӑ пысӑк хура бархат татӑкӗ пек курӑнать. Ун кӑкӑрӗ пӳлӗнчӗ, вӑл аллисене айккинелле сара-сара илчӗ, сӑмса тутӑрне майласа каллех сӑмсине шӑнкарчӗ. Мексикӑри сеньорита наци усӑ куракан хатӗре шутсӑрах та аван тыткалама пӗлни курӑнать; вӑл йӑпӑр-япӑрах лассо ункине антилопа мӑйӗ ҫинелле ывӑтса ҫаклантарса та илнӗ, ункӑ туртӑнса ларнӑ та, антӑхса кайнӑ чӗрчун тӑсӑлса ӳкнӗ. Хӑҫан йӑраланма пӑрахатӑн эсӗ, ват супнӑ? — ҫилленсе кӑшкӑрчӗ Давыдов. — Хӗрарӑмсене те — арӑмӗсемпе еркӗнӗсене — ҫак старик хӑйӗн йывӑр ачашлӑвӗпе тупӑка ӑсатнӑ пуль, вӗсене шӑмӑллӑ кӑкӑрӗпе лапчӑтнӑ пуль, ҫак хулӑн тутисемпе вӗсен пурнӑҫ сӗткенне ӗмнӗ пуль, — халӗ те ав унӑн тутисем хӗп-хӗрлех, калӑн — вӑрӑм та шӑнӑрлӑ аллисен ытамӗнче вилнӗ хӗрарӑмсен юнӗсем халиччен те типеймен, — тейӗн. Ҫуллахи кун питӗ васкаса килет. будка Ҫӑрттан мучи куҫӗнчен ҫухалчӗ. Марс халӗ пӗтӗм тӳпене хуплать, тӗксӗмленет, унӑн хӗррисем алтӑр евӗр кукӑрӑлаҫҫӗ. — Ҫук, эс ҫакна кала — аван-им? Унӑн пичӗ курӑнман, анчах унӑн пӗтӗм кӗлетки, вӑл мӗнле ларни, пӗтӗмпех вӑл хӑй ӑшӗнче ҫав тери асапланнине палӑртса тӑнӑ. Ҫавна кура, хӗрӗн ҫак вӑйлӑ та ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынна хӗрхенес килсе кайрӗ. Мӗн тӑвас ӗнтӗ? Карап хӳринче Негоро тӑратчӗ… — Кам? — аппа; хӑвӑр харкашма чарӑннӑ Порфирий Платоныч; хӑвӑр виҫӗмкун чиркӗве ӑсатнӑ аннепе пӗртӑван мӑнаппа. «Тӑхта, пан голова», — терӗ писӑр, хут таткине саркаласа. Заводран вара, парти мобилизацийӗпе, ӑна коллективизаци тӑвакан ялсене пулӑшма янӑ. Поль шарламасть, мана систерсе каланисем манӑн кӑмӑла кайманнине ӑнланать вӑл, анчах кӗвӗҫет. Юлашки пусма умӗ ҫинчен ҫав тери хитре те анлӑ тавралӑх курӑнса кайрӗ. Зеб Стумп пӗлсе тӑнӑ: ҫӗлен кабриэсто урлӑ шуса каҫас ҫук, ун ҫумне пырса сӗртӗнсен, вӑл, вутлӑ-йӗр патӗнчен пӑрахса кайнӑ пек, каялла шуса каять. Пирӗн хаклӑ Давыдов хамӑрпа пӗрле ҫук пулсан — айтӑр ун ҫемйине хамӑр пӑхар. Вӑл кашни пырса ҫапӑнмассерен карап шыв тӗпне анса кайма пултарать. Пӗтрӗ пек? Анчах, вулакансенчен кам та пулин халь, шӑпах халь, эпир кӑтартса панӑ кашни ҫынах мӗн тунине пӗлесчӗ тейӗ, тен. Эпир ӑна кӑмӑл тума хатӗр. Каламасӑрах паллӑ, Нехлюдова пула эпӗ ирӗксӗрех унӑн туртӑмне те йышӑнтӑм, ку туртӑмӑн тӗп тупсӑмӗ — ҫыннӑн ырӑ енне пысӑка хурса, ӑна чунтан-чӗререн юратасси тата этемӗн ӗмӗчӗ пӗрмаях лайӑхланса пырасси пулнине ҫирӗппӗн ӗненесси. Вӗсем ҫав тери пӑлханса ӳкнӗ, пуринчен ытла няни. Андрей Петрович сайра хутра кӑна килкелесе каять… мӗскӗн! вӑл мана… пек туйӑнать. Анчах мана чӑнлӑх кирлӗ. 6. Ртуть юпи аялалла-ҫӳлелле вылянса тӑнине уяр е ҫумӑрлӑ ҫанталӑк нумай тытӑнса тӑрас паллӑ тесе йышӑнмалла мар. Эсир ман пата килсе курма шутлани питӗ кӑмӑллӑ. Тавралӑх ҫеҫкеленет, сӗрлет, юрлать; инҫетри кӳлӗсем йӑлтӑртатаҫҫӗ, чуна праҫникри ҫутӑ туйӑм ҫавӑрса илет. Ҫӑлтӑр ҫути — инҫетри тӗнчен пӗртен-пӗр хыпарҫи. Эпӗ вара… Эпӗ усал сӑмахсем калама та пӑрахнӑччӗ, мӗншӗн тесен тӑлӑх арӑм ун пеккине юратмастчӗ, халӗ каллех тытӑнтӑм, атте ҫакна пачах чармасть те. Унӑн сӑн-сӑпачӗ ҫав тери салху пулнӑ, ҫавӑнпа ответне ыйтма кирлӗ те пулман. Эсӗ ҫакна ӑнланаяс ҫук. Хӑрас туйӑм уйрӑмах пӗр ӗҫ хыҫҫӑн вӑйланса кайрӗ. — Ия, йӗкехӳресем. Питӗ юрататӑп, сиртен тӳсеймесӗр ответ кӗтетӗп тесе, хушшинчен Надсон сӑввисенчен те кирлӗреххисене тӗртсе хутӑм. Ҫул ҫинче тӗл пулакан пӗчӗкҫӗ ялсене полк кӗмерӗ, пӗрмаях вӗсенчен пӑрӑнса, тавраран утрӗ. — Хулана сана валли ҫул ҫакӑнтан каять-и? — Эпӗ вара ӑҫта? — терӗ суккӑр салху сасӑпа. — Юрӗ, атте. Тӗтӗм каллех ун куҫне ҫие пуҫларӗ, ку хутӗнче вӑйлӑрах: ун куҫӗсем куҫҫульпе йӗпенчӗҫ. Нумайӑшӗн хуйхи вӑл. Владимир пуҫне усрӗ. Ҫакна аван тесе шутлаҫҫӗ пулсан, вӑйлӑрах, чеерех ҫынсем, ӑна тума пултараканнисем, яланах тупӑнаҫҫӗ. — Епле астӑвас мар, — терӗ Антон Пафнутьич хыҫкаланса, — питех те астӑватӑп. Юрко тӑватӑ ҫыншӑн тенӗ пек ҫинӗ; Хӑрӑмпа кӗлтен хуралнӑ юр ҫинче, броневикпе юнашарах, икӗ вездеход: вӗсен ӑшӗсем ҫунса кӑмрӑкланнӑ, хӗрелсе хуралнӑ. — Ну-с, господа, эрех ӗҫекеннисем, сӗтел хушшине. Пӗр-пӗр суранланса аран вилеймесӗр юлнӑ е выҫӑпа антӑхнӑ пӑлхавҫа курсан, вӗсем хӑйсемех пере-пере пӑрахасси те сахал пулнӑ темелле мар, вырӑнти ҫынсем йӑлт тискерленсе ҫитнӗ темелле. Ҫӳллӗ сӑрт ҫинче юланутӑн кӗлетки хитре мӗлке пек курӑнса тӑрать. Тӑхта-ха, эп ӑна тӗртсе кӑларӑп. Ултӑ пульки те ӑна пуҫтарса хураймасан, ҫӗҫӗпе чиксе пӑрах. Кӑвакарнӑ, сулхӑн лоцман ӑна хирӗҫ:— Ӗмӗчӗ нихҫан та тӑранмасть ун; кунта вутӑ йӳнӗрех, ҫавӑнпа тӑрӑшать вӑл. — Эсӗ ут! ут! — терӗ хирӗҫ Весовщиков, аллипе сулса. Ҫемен, арӑмӗпе пӗрле, кунне-ҫӗрне кил картинче ирттернӗ, Яков Лукич арӑмӗ, килти ӗҫӗпе пӳрте кӗрсен, унтан каҫса кайса йӗрсе тухнӑ. — Ман ҫумра хурал. Ҫынна сутасси-илесси яланлӑхах иртсе кайрӗ, кун пек суту-илӳ урӑх ҫук тесе шутлаҫҫӗ нумайӑшӗ. Анчах ку апла мар. Пирӗн калавӑн иккӗмӗш пайӗ вулакана ытларах илӗрттӗр тесен, ун ҫинчен пӗлес пулать. — Мӗншӗн палланӑ пек туйӑнчӗ-ха ара вӑл сана? — ыйтрӗ питӗ пӗлес килнипе Давыдов. Парӑнман Луизӑн чӗрине капитан темиҫе хутчен те ҫавӑрма хӑтланни ӑнӑҫсӑр пулсан, Пойндекстерпе ун тӑванӗн ывӑлӗ хушшинче ӗҫсем тата пӑсӑлсарах кайнӑ. Йӗкӗтсем, Софья патне ушкӑнпа пырса, унӑн аллине ним шарламасӑр, кӑнттаммӑн та ачашшӑн тытса чӑмӑртарӗҫ. Тепӗр виҫӗ эрнерен эпӗ сирӗн пата пилӗк пин илсе килетӗп. Эсир кунта мӗншӗн килнине эпӗ пит лайӑх пӗлетӗп. Эпӗ вӗсене хампа пӗрлех илсе ҫӳретӗп… Санӑн ҫимелли мӗн те пулин тупӑнать-и? Амӑшӗ ӑнланмасӑртарах кулкаласа илчӗ. — Хӗрарӑм… — тӑстарчӗ вӑл шухӑшлӑн. Ӗҫпе ӗшеннӗ ҫынсем хӑвӑрт ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вара пурин кӑкринче те ӑнланмалла мар йывӑр тарӑху йӳҫет. Вӑл ирӗке тухмалли ҫул шырать. Вара, ҫав пӑлхавлӑ туйӑма ирӗк пама пултаракан кашни сӑлтавах ҫулӑхса, ҫынсем пӗр-пӗрин ҫине тискер кайӑк ҫиллипе сиксе ӳкеҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тулаш енчен ачан чӗринче тӗрлӗ туртӑмсем вӑратма пултаракан япаласене сирсе пыма Макҫӑм тем териех тӑрӑшнӑ пулин те, ҫав хӑй тӗллӗнех ҫуралнӑ туртӑмсем ача чӗрине шалтан тапса йывӑрлатса тӑнине вӑл нихҫан та тӗппе пӗтерсе лартма пултарайман. Кӑшкӑрашу, шӑйӑм-шӑхӑрӑм, кулу-ахӑлтату… — Юрӗ, падре, эсир… эсир… ӗнтӗ маншӑн та, Италишӗн те кӗлтӑвӑр. Хӑй ҫапла тӗртсе илме пултарнине кура хытӑ хӗпӗртесе, Чуб хӑй ӑшӗнче чӗререн мухтанса савӑнчӗ, Солоха пӗр мана ҫеҫ килӗштерет вӗт-ха, тесе шухӑшларӗ вӑл. Вӑл ӑҫта кайса кӗнине никам та пӗлмен. — Ку чӑнласах та тӗрӗс вӗт! — тесе ячӗ Гленарван. Павел, ура ҫине тӑрса, аллисене ҫурӑмӗ хыҫне тытса, пӳлӗм тӑрӑх уткалама тытӑнчӗ. Эсир унта салхуллӑ та шурса кайнӑ сӑн-питлӗ докторсене куратӑр. Сӑнран пӑхма вӑл пӗр вӑтӑр ҫулта, имшер те шуранкка пит-куҫӗ вӑл ӗлӗкрех питӗ илемлӗ пулнине кӑтартса парать; мана уйрӑмах унӑн пысӑк та салхуллӑ куҫӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. Халӗ, ватӑлас енне сулӑнсан, вӑл ҫав ӗҫпех аппаланса пурӑннӑ, анчах халь ӗнтӗ кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Техасри сӗм вӑрмансенче ҫӳренӗ. — Анне, — терӗ Павел, — эсир кайса кӗнекесем илсе килӗр-ха. Вӑл «музыка» тесе каласшӑн пулчӗ. Аслӑ ачасем трубана сӑрнай калаҫнине итлесшӗн те пулмарӗҫ, вӗсем урайӗнче урӑх ӗҫпе йӑпанчӗҫ: шуса пыракан йӗпе кӑпшанкӑ ҫине пӑхса ларчӗҫ. Кӑмӑлӑма вырӑнтан хускатса, ним чӗнмесӗр айӑпӑмшӑн ӳкӗнсе, ӗнерхи учительпе сывпуллашмасӑр тата унпала хӑҫан та пулин тӗл пуласси ҫинчен шухӑшламасӑр-мӗнсӗр, эпӗ Чӗмпӗртен тухса кайрӑм. — Кайрӗҫ! — мӗкӗрчӗ такамӑн хаваслӑ сасси. Лӑплан, тусӑм, — Озеров Андрей ҫине тахӑшӗ пӑрахса хӑварнӑ нимӗҫ шинельне илсе ӑна лайӑхрах витсе хучӗ. Вӑл пӗрре те канӑҫ пӗлмесӗр чупса ҫӳрет. Салли аппан кӗпине вӑрлатӑп. Хӑранипе чӗтресе тата кардинал курма пултарӗ, унӑн чӗри тапнине илтӗ тесе Пӑван тӗттӗм ҫӗре тата шаларах кӗчӗ. Унтан вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. Сирте темӗскер уйрӑмми пур, — мӗн вӑл? Пӗлместӗп. Лосьпа Гусев ҫунса ӗннӗ, хӑмӑр кӗл тӑрӑх ҫыранран пуҫласа йывӑҫсен ҫывӑхри чӑтлӑхӗ таранччен утрӗҫ; сарлаках мар, ишӗлекен каналсен урлӑ сике-сике каҫаҫҫӗ, типсе ларнӑ пӗчӗк пӗвесенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртеҫҫӗ. Тӗттӗм ҫӗрте выртма мана хӑрушӑ пулса кайрӗ, эпӗ шӑрпӑк ҫутрӑм та, сарӑ стеналлӑ ҫак пӳлӗмре мана пушшех те хӑрушшӑн туйӑнчӗ. Эпӗ унтан: — Эс мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӑм. — «Чуралӑх историйӗ», — тесе вуларӗ те Ефим каллех Павелран: — Пирӗн ҫинчен-и? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ ӑна самовар лартса пама сӗнтӗм, вӑл килӗшсе пуҫӗпе сулчӗ те хӑй ҫурри ҫарамас пулнине манса кайсах, ҫара урисемпе йӗпе урай тӑрӑх ҫатлаттарса, мана пӗчӗк кухньӑпа илсе тухрӗ. Хӗрарӑмсем пӗр харӑсах аллисемпе Щукарӗн сухалли еннелле кармашма тытӑннӑ, аптӑраса ӳкнӗ, сехри хӑпса тухнӑ Щукарь пикенсе кӑшкӑра-кӑшкӑра каланисене те итлесе тӑман вӗсем. — Пӗтӗмпех тӗрӗс каласа паратӑр-и? Эсир мана ответне илсе килсе паратӑр ӗнтӗ, ҫапла вӗт? эпӗ килте ларӑп. Е хамӑн тусӑмсемех мана, тӑшман тесе шутласа персе ӳкерсен, эпӗ курса ҫӳренисем хурлӑхлӑн вӗҫленӗччӗҫ. Атьӑр, хӗрарӑмсем! Ерофей Кузьмич ним тума пӗлмесӗр ҫӑраҫҫисене тыттарчӗ. Алексей юлашки вӑйне пухса ыратнине тӳсрӗ те, тискер кайӑк хӑйне кӗрт ӑшӗнчен туртса кӑларсанах, пистолетне ҫӗклесе, курок ҫине пусрӗ. — Каснӑ-тӑкнӑ, чикнӗ-пӗтернӗ вӗсене, Марко бай! — терӗ хӗрсе ҫитнӗ Калчо. — Тӑван мар аҫу хӗнет-и сана? — Паллах, — терӗ Малевский те, — мӗн тума упӑшки? Унтан вара ҫулӑм ашкӑнма тытӑнчӗ! Каҫхине вара, аэродромран киле таврӑннӑ чухне, трамвай ҫинчи халӑх шӑршлама, пирӗн ҫине тӳртӗн пӑхма тытӑнать. Ҫук ӗнтӗ, ан тив, ку хӗле кӑмака ҫинче ларсах ирттертӗр, ҫӑва тухсан вара ӑна пушмакӗ те кирлӗ мар». Темиҫе тупӑ, вӗсем хушшинче эпӗ хамӑр туппа та куртӑм, вӗсене похода ҫӳремелли лафетсем ҫине лартнӑ. Герцог короле аллинчен ячӗ. — Енчен эсир татах тунма шутлатӑр пулсан, — терӗ вӑл, — эпӗ сире шыва путаратӑп. Татах сахал пек-и? — Мана-и? Ялтан тухнӑ ҫӗрте, хӗвеланӑҫ енче ҫӑл пур. Ҫав йӑмрасем айӗнчи ҫӑл патне ҫитсен тин чарӑнса тӑчӗҫ вӗсем. Чим, ун патне эпӗ хамах кӗрсе тухатӑп. — Професси-мӗнӗ темӗн мар ӗнтӗ, Николай Антоныч, — терӗм эпӗ, ытти профессисем пекех. Ҫак вӑрманти ялта Алексей нумай тӗлӗнмелли япала курчӗ. Судья, присяжнӑйсем, пӑхакан ҫынсем — пурте сывлама чарӑнса айӑпланакан ҫын ҫинчен куҫӗсене илмесӗр итлеҫҫӗ. — Мӗн пурне пӗтӗмпех, — витӗмлӗн ответленӗ ача. — Пирӗн пата виҫӗ эсрелӗ пырса чикрӗҫ, — терӗ казачкӑсенчен пӗри. Патаксене пӑрахса, ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри аяккалла сикрӗҫ; ҫав вӑхӑтра амӑшӗ хӑйне темле ҫӗнме ҫук вӑй туртнипе малтан малалла хӗсӗнсе пычӗ те шлепкине ӗнси ҫинелле шутарса лартнӑ Николай хаярлӑхпа ӳсӗрӗлсе кайнӑ ҫынсене аякалла тӗрте-тӗрте янине курчӗ, унӑн сассине илтрӗ: — Эсир ухмаха ернӗ! — Кунта юлма ним усси те ҫук. Анчах, хамӑрах каларӑмӑр, ун ӗҫӗ йывӑр. Ӗҫе хастарлӑн выляса туса пынипе Митя Алексей манерлӗ пулнӑ, анчах вӑл хуҫалла ҫӑткӑн пулни палӑрман, хӑй ҫӑмӑл та хаваслӑ сӑмахсем вылятнипе вӑл Серафим платнике аса илтернӗ, ҫакна ашшӗ те асӑрханӑ — пӗррехинче, каҫхи апат вӑхӑтӗнче, Митя сӗтел хушшинчи йывӑр та салху кӑмӑла сирсе, сапаласа ярсан, ашшӗ сассӑр кулса мӑкӑртатса илчӗ: — Ҫавӑн пекех, пирӗн йӑпатакан пурччӗ… Домоуправленире акӑ мӗн пулса иртрӗ: паспортсем тӗрӗслекенӗ, авалхи йӑлана пӑхӑнакан ҫиленекен майра, пенсне витӗр пӑхаканскер, эпӗ Ромашов ҫинчен ыйтсан куҫне чарса пӑрахрӗ, шарт сикнӗ пек пулчӗ. — Ку Бен Ганн сасси пулчӗ! — терӗ вӑл. Ун ҫине ответ памасан та пултаратӑр, анчах ответ парас тетӗр пулсан, тӳрринех калар: эсир ӑна юрататӑр-и? Пӗррехинче ҫапла, типӗ уйӑхӗ умӗн, Марко хӑйӗн ывӑлне чиркӗве кайса ҫылӑх каҫарттарма хушрӗ. — Il u a un Sazonoff que j`ai connu, — тет кавалерист, — mail il n`est pas comte, a moins que je sache, un petit brun de votre age a peu pres. Анчах мӗн усси-ха? Кӑштах Бенедикт пичче ҫинчен. Вӑл ҫӗрӗпе — каҫӗ тӗп-тӗттӗм, уйӑхсӑр — ҫатан ҫумӗнчи кантӑр хушшинче выртрӗ, анчах каҫмалли вырӑн патне никам та пыракан пулмарӗ. Унтан: «Мана паян самаях лайӑх, — хушса хучӗ вӑл, — анчах тухтӑр мана ӗҫлеме хушмарӗ». Марья Васильевна пуҫне пӑркаларӗ. Хӑй темскер тискерле хӑтланкаласан та, Луиза ун пек йышшискер мар. Унӑн, хӑй каланӑ пек, кӑткӑсен «тӗп кӗлетне», урӑхла каласан, ҫак ӗҫчен хурт-кӑпшанкӑсем апат-ҫимӗҫне усракан вырӑна тупма май килчӗ. — Мӗнле килӗшӗпӗр. — Каяр кунтан, Кузьма! Англипе Фрапцин хурал карапӗсем ҫак суту-илӗве чарма пултараймаҫҫӗ: тинӗс хӗрри ҫав тери вӑрӑм пулнипе сыхласа ҫитерме май ҫук. Чӑннипе каласан, вӑл пӗр сехетренех каялла ҫавӑрӑнса килнӗ ӗнтӗ. Пур ҫын куҫне те шӑлса лартман, хӑшӗсем ӑна хӑйсем хупаҫҫӗ, — акӑ мӗн! Анчах тӑваттӑмӗш кунне аялта, шыв хӗрринче, Петруҫ каллех унӑн ури сассине илтрӗ. Часах вӗсен походри пек кӑвайчӗ каллех йӑлкӑшма тапратрӗ. Пӗр уйӑх пек иртсен, арестленисене пурне те кӑларса ячӗҫ, Мирон Якова хыттӑн, хирӗҫ каламалла мар сасӑпа хушрӗ: — Пурне те расчет пар. Мӗнчул тусан ҫӑтмарӑм-ши эпӗ? Паничсем шурӑ свиткӑсем, тӗрленӗ кӗпесем тӑхӑнса «халӑх хушшине ҫӳресси» Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енче вӑл вӑхӑтра питех те сарӑлнӑ пулнӑ. — Ним те мар. Вӑл вӗсемпе пӗрле вокзала штыкпа ҫапӑҫса илнӗ. Ну, ҫапла тӑвас тетӗн-и? Унта пӗр япала ҫеҫ интереслӑ: вӑл кочегара юратмасть, ялавах ӑна вӑрҫать тата яланах чей ӗҫме чӗнет. Чӑннипе каласан, эпӗ хам кам пуласси ҫинчен шухӑшламан та. Сывлӑш! — тени илтӗнсе тӑрать. Чирлӗ Марья таҫта мачча ҫинче пурӑннӑ та, аяла сайра хутра анатчӗ, анчах пӳлӗме вӑл пырса кӗрсен эпӗ хама-хам темле аван мар пек пулаттӑм, хама куҫа курӑнман тӑлӑсемпе тӑлланӑ пек туяттӑм. Володя ним чухлӗ те вӑтанмарӗ, ӑна ячӗшӗн пек пуҫ тайрӗ те Любочка патнелле пӑрӑнчӗ, унпа та шӳтлереххӗн кӑштах калаҫкаларӗ те уҫӑлса ҫӳреме таҫталла пӗчченех тухса кайрӗ. — Тӗрӗс! — кӑшкӑрса ячӗ Петр чунтанах, — ирӗксӗртенех пысӑклатма тивет: вӑл яланах манпа пӗрле пулсан, ӑҫта кайса хӑпас-ха ман унран? Ааялтан туртнӑ тата… — Мересьев-и? — ҫирӗппӗн ыйтрӗ вӑл, хӑй вуланӑ кӗнекине аяккалла хурса. — Сыхланарах, сэр, — кӑшкӑрчӗ капитан, — кимме ан ӳпӗнтерӗр! — Эсир ман сӑмахсенех калатӑр, Айртон, — терӗ Паганель. Ҫапла хатӗрленӗ пуҫсем вара тахҫанччен ҫӗрмесӗр упранса, хаклӑ йышши трофейсем пулса тӑраҫҫӗ. Кӗнекесенчен вуласа пӗлни тӗрлӗрен ҫунатлӑ шухӑшсем ҫуратать, куҫ умне нимӗнпе танлаштарма ҫук илемлӗ картинӑсем тухса тӑраҫҫӗ, хӑвна ху ҫӗрлехи ҫемҫе сывлӑшра шыв хыҫҫӑн юхса пынӑ пек туятӑн. Луп Резников Яков Маякинпа пӗрле алла-аллӑн пынӑ, вӑл, Яков хӑлхи патнелле пӗшкӗнсе, темскер пӑшӑлтатнӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ ҫӳхен кулкаланӑ. — Тӗрӗссипе калас тесен, эпӗ робинзонадсем пулман утравсене питӗ сахал пӗлетӗп, вӗсем кашни утрав ҫинех пӗри апла, тепри капла майпа ҫакланнӑ. Ҫапла вара, чӑн пурӑнӑҫ сирӗн аслаҫӑр Дефоран нумай малтан унӑн романне ҫуратнӑ. — Малалла… аран-аран тӳрлентӗм те карчӑк патӗнчен шутартӑм. Лось мӑклӑ картлашка ҫинче хавхаллӑн хускалса илчӗ, сӑмси кӑкне сӑтӑрать. Ӑна тата мӗншӗн?.. Асӑннӑ тракт кӑнтӑралла, тинӗс хӗрринелле пырать те, унтан тӳрех Мельбурна ҫавӑрӑнса кӗрет. Ҫак хута пытарӑр, ан ҫухатӑр ӑна. Ҫакӑ ӑна тарӑхтарать. — Механик пачӗ. — Эсӗ вара укҫуна ҫухатнӑ? — Вӑт, — пуҫларӗ Марья Николаевна чунтан савӑнса тарӑн сывласа илсе: — вӑт, ҫакӑншӑн пулсан пурӑнма та юрать. — Чаплӑ та каларӗ, — терӗ Паганель, хӑйне акӑлчансен фантазиллӗ географийӗ йӑпантарма пуҫласан. — Питӗ те таса пӗлет! Эпир иксӗмӗр те туяттӑмӑр: мӗн чухлӗ ытларах ӗҫлетӗн, пӗр-пӗрне ҫавӑн чухлӗ ытларах курайми пулатӑн. Сире-и… Вара хӑйне хӑй каллех мухтаса илчӗ: «Том кӗпи типпине эпӗ питӗ чеен пӗлтӗм-ҫке. Е вӑл кӑмӑлӗ ҫемҫелсе кайнипе, Каштанкӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те, ҫапла каланӑ: — Каштанка, эсӗ ӳпре кӑна, урӑх нимӗн те мар. Итлеменни-мӑкӑртатни тата пахалани — пӗр ӗҫ, карапа тытса илесси тата нимӗн айӑпсӑр ҫынсене вӗлересси — тепӗр ӗҫ. Сывӑ пулӑр, Каменскра тӗл пуличчен! Унтан мана шыв юхса выртнӑ ҫӗре ертсе карӗ, ҫуса ячӗ, ыратнине чаракан темле ҫулҫӑсем ҫыпӑҫтарса, аманнӑ вырӑнсене хӑй кӗпипе ҫыхса хучӗ, вара мана чутун ҫул будкине леҫсе хӑварчӗ, — пит вӑйсӑрланса кайнипе эпӗ киле утса ҫитме те пултарас ҫукчӗ. Мӗскер ку? Паҫӑрах ӗнтӗ калама чарӑннӑ, анчах халӑх вилнӗ пекех шӑп ларать. Ҫук ӗнтӗ, ҫук!» — Кӑна казаксем аппаланнӑ, — тавӑрчӗ Ерошка. Вӗсем мана иккӗмӗш пичкине йӑтса пырса пачӗҫ, ӑна та эпӗ ҫавӑн пекех шалт ӗҫсе ятӑм та, татах илсе пыма кӑтартса паллӑ патӑм, анчах вӗсен урӑх эрех пулмарӗ. Ҫаран ҫинче авӑрсем пула-пула тӑчӗҫ, урапасем ҫухалчӗҫ… Кунта вара ытла та тем тӗрлӗ калаҫма тытӑнчӗҫ, Давыдов аптӑрасах ӳкрӗ, темелле. Ӗҫленӗ хушӑра Наташкӑн ҫамрӑк та ҫивӗч Фока официантпа час-часах курнӑҫмалла пулать; ҫаклатмалли тӑхаллӑ чӑлхапа, пуҫне пудрӑласа ҫӳрекен ҫак официант хӗрен ҫепӗҫех мар, анчах юратма пӗлекен чӗрине тыткӑна илет. Хӑшӗ утпа пырать, хӑшӗ ҫуран, хӑйсемпе пӗрле хӗҫ-пӑшал та тӗрлӗрен тупра йӑтнӑ. Ҫук, пӳртрех-и?. Ку пӳлӗмсене, столовӑйсӑр пуҫне, ҫынсем пит килсех ҫӳремеҫҫӗ, вӗсене нихӑҫан та уҫӑлтармаҫҫӗ, ҫавӑнпа унта яланах нӳрлӗ, йӳҫӗхсе пуланнӑ, йӗклентерекен сывлӑш тӑрать, кун ҫумне тата сӗтел-пукана сӑрнӑ кавир йышши пуставӑн хӑйне евӗр начаркка шӑрши те хутшӑнса пӑтрашӑнать. Кӗпи ҫук-ҫке манӑн!» — тенӗ ӑна сухаҫ. «Эс каланӑ тӑрӑх, апла вӑл тӑван ҫӗршывпа хамӑр тӗне сутнӑ пулать!» Марья Николаевна тухма пуҫларӗ. Килӗшетӗн-и? Нимӗн те ҫук пек туйӑнать. Лайӑх ҫын тупӑнсассӑн ӗнтӗ аванччӗ, унсӑрӑн ак каччӑ кӗтсе ларсах хӗр ӗмӗрне ирттерӗн», — тет. — Чӗререн тав тӑватӑп сире, доктор, — терӗ вӑл. Эй, Иохим, — терӗ вӑл пӗр каҫхине, ача, хыҫҫӑн ун патне кӗрсе. — Пӗрре те пулин пӑрахсамччӗ ҫав хӑвӑн шӑхличӳне! «Вӑл мӗн те пулин илтнӗ пулас», шухӑшларӗ Артур, восстани тума хатӗрленни ҫинчен калаҫнине астуса. Кала-ха мана — унччен эс пӗлмен ҫыран патне ҫывхарма хӑранӑ пек туйӑнатчӗ? Козельцов шӑлнӗн преферансла вылянишӗн тата сахӑр илнӗшӗн П-ри офицере мӗн пурри те 8 тенкӗ ҫеҫ тӳлемелле пулнӑ. — Эсӗ-и вара ку? Лешех пулчӗ пулас! Тата эпӗ вӑл хыттӑн каланине илтрӗм; вӑл ҫапла евитлерӗ: «Эсӗ вилетӗн, мӗншӗн тесен ку мана кирлӗ». Вӑл пуҫне пӑркаласа илчӗ те кӑмӑлӗ питӗ тивӗҫнине туйнипе кулса ячӗ. «Врачебная газетӑра» 17-мӗш номерӗнче хӑвах тупса вулама пултаратӑн. Нагульновран кӗскен кӑна ыйтрӗ: — Уйрӑлтӑн-им? Тутисем пӗр-пӗринчен мӗн ыйтмаллине, пӗр-пӗрне мӗн каласа памаллине те пӗлмеҫҫӗ. Ҫывӑрса кайнӑ сунарҫӑ харлаттарни илтӗне пуҫласанах, Гальвей ҫынни ун патнелле йӑпшӑнса пычӗ те, хӑй пӗлеймен ыйтӑва хирӗҫ ответ илес тесе, сунарҫӑна силлеме тапратрӗ. Муромски час-часах ҫапла шухӑшланӑ: Иван Петрович вилсессӗн, унӑн мӗн пур пурлӑхӗ Алексей Иванович аллине куҫать; ҫапла вара Алексей Иванович пӗтӗм кӗпӗрнере чи пуян помещик пулса тӑрать; ҫавӑнпа унӑн Лизӑна качча илмелле мар сӑлтавсем ҫуках, тенӗ. Тӗрӗс шутласа, пӗтӗмпе виҫсе пӑхас пулсан, Кондратӑп хамӑр партире пулма кирлех, ҫакна эпӗ сире татӑклӑн пӗлтеретӗп. Пӗчекҫӗ ҫынсем мана пит васкаса апат ҫитерчӗҫ, хӑйсем эпӗ пысӑккинчен, нумай ҫининчен пит тӗлӗнсе кайни темӗн тӗрлӗ те палӑратчӗ. — Эсӗ Мартына нимӗн те памарӑн-и? — тесе ыйтрӑм, эпӗ. — Автанӑн мар, айван этем, манӑн йӑнӑш пулчӗ. Лось чӗри хыттӑнрах та хыттӑнрах тапнине туять, халӗ ав тапмасть пекех — тертлӗн талтлаткалать ҫеҫ. — Ҫапла, кукка, вӑл ҫав, — тенӗ унпа юнашар пыракан Кассий Кольхаун. Сӑмах патӑмӑр. И-кус-син-и ятлӑ ватӑ юмӑҫ, е тепӗр майлӑ каласан, Кӗске Мӑйрака, хӑйӗн чултан тунӑ чӗлӗмне кӑларнӑ, ӑна тапак тултарса туртнӑ, унтан хӑйпе юнашар лараканнине панӑ. Пуҫа кӑшт ҫӗклесе пӑхсан кунтан мана аялта мӗн туни аванах курӑнать. Хуллен-хулленех ушкӑнсем пӗрин хыҫҫӑн тепри шӑтӑк ӑшӗнчен тулалла чупа-чупа тухнӑ. Ачасем савӑннӑ, хытӑ хашканӑ, хӑйсем ҫине ҫурта ҫӑвӗ тумлатса пӗтернӗ, тӑмпа вараланса пӗтнӗ, куна аван ирттернӗшӗн хавасланнӑ. — Эсӗ, мучи, ан васка-ха! — урса кайса сиввӗн калаҫма тытӑнчӗ Хопров, хӑйӗн шӑратса тунӑ пек чышкине Лапшинов сухалли тӗлне тытса. Манӑн кучер старикрен тӑрӑхласа кулать пулас. — Чим-ха, эпӗ сан пата ывӑла кӑларам, вӑл сана ӑсатса ярӗ, — тенӗ старик, чӳрече хуппине антарса лартса. Ӗнтӗ пӗтӗм паттӑрлӑхӗ унӑн сӗвӗрӗлсе ҫитрӗ. Эпир хӑйне налогпа хӗстеркеленӗ чухне, чӑн та, кӑштах эхлете-эхлете илчӗ, ҫапах та лайӑх хуҫа, мухтав хучӗ те пур унӑн. Вӑл каласа пӗтерсен, мистер Джонс ҫапла каларӗ:— Эпӗ тата хамӑн ҫынсем валли лайӑх сюрприз хатӗрлесе хунӑ пулӗ тесе шутланӑччӗ. Марыся ним те чӗнмерӗ, ӑшӗнче ҫеҫ: мӗн пӳрнинчен иртме ҫук ӗнтӗ, тесе шухӑшларӗ те ассӑн сывласа илчӗ. Говэн отрячӗ, хӳтлӗх айӗнче тӑрса, тӗллесе перет, унӑн ҫухату пачах та ҫук тесен те юрать. Этем ӳт-тирӗ чирлеме пултаракан мӗнпур чирсем ҫинчен каласа пама вӑхӑт нумай кирлӗ пулӗччӗ. Пурга турри пек пырса кӗтӗм эпӗ пӳрте, Катя мана пӑр кӳмерккийӗсем купаланнӑ хулпуҫҫийӗмрен пуҫласах шӑпӑрпа шӑлса тасатрӗ. …Ӗнтӗ пурин ҫинчен те темиҫе хут калаҫнӑччӗ пулӗ, капитанӑн юлашки ҫырӑвӗсене те икӗ хут алла тытнӑччӗ — эп вӗсене доктора кӑтартас тесе Полярнӑя илсе пытӑм, экспедицийӗн ытти материалӗсене полкра хӑварнӑччӗ. Халӗ вӑл хӑй те виле ӗнтӗ, хӑйӗн сӑмахне опытпах тӗрӗслеме пултарать. Ҫапла ҫав, Билли ун пек ӗҫсене пултаратчӗ. Ҫав самантрах ҫакна ҫӑлма паттӑр пек ыткӑнса пытӑм, ҫӑлса хӑвартӑм. Пирӗн ҫавӑн пек ыйтмашкӑн пит пысӑк сӑлтав пур. — Эсӗ хӑтӑлман-ха, — терӗ Нехлюдов, — эпӗ сана именӳ ҫын хӑйне ытлашши юратнинчен килменнине кӑтартса паратӑп. Ҫапла вара вӑл хӑйӗн ӳт-пӗвне темиҫе ҫул хушши ӗшентернӗ, ҫав вӑхӑтрах ӑна кӗлӗсен чӗртекен вӑйӗпе ҫирӗплетнӗ. Мана эсир Саня тесех чӗнӗр. Кӑнтӑрла ҫитнӗ тӗле ӑна хӑйӗн кутамкки ҫав тери йывӑрланса ҫитнӗ пек туйӑнчӗ. Е. Унтанпа пилӗк ҫул ытла иртрӗ ӗнтӗ, анчах Еленӑран урӑх нимле хыпар-хӑнар та пулмарӗ. «Ку ӗнтӗ Грушницкий ӗҫӗ!» — тесе шухӑшларӑм эпӗ. Вутлӑ чаршав часах алӑка хупӑрласа илчӗ, тӳремлӗх тӗрӗс мар ҫутӑпа ҫуталчӗ. — Джемма! Йӑмӑкӑм унта манӑн, — терӗм эпӗ. Артамонова хирӗҫ вара тӗлӗнмелле сӑмахсем хура таракансем пек шуса тухма тытӑнчӗҫ: — Ытла нумай астӑватчӗ. Фу, мӗнешкел ирсӗрлӗх! — Николай Антоныч, — терӗм эпӗ, хумханасшӑн мар пулса, ҫав вӑхӑтрах чӗлхе хама итлеменнине сиссе, — эсир мӗнлине курнипех эпӗ сирӗн эпитет пирки пӗр сӑмах та калас теместӗп. Айта пусатпӑр ӑна, Макарушка? Ку ҫырӑва Мересьев пуринчен малтан вуларӗ. Еленӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вара темле ачаш та лайӑх туйӑм те унӑн чӗрине юхса кӗчӗ, те чӗринче ӳссе пычӗ. Скайльс пакӑлтатать, калаҫташӗ ҫине тимлӗн те хаваслӑн пӑхкалать, пичӗ унӑн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ, шухӑшсӑр, янах айӗ ҫинче — путӑк. — Пистолет парӑр, часрах! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Пӑван юлташӗсене, — Чупӑр хӑвӑртрах! Ҫавӑнпа вӑл мӗн те пулин тӑвас тесе, малтан тӑлӑпне салтса янӑ. Вӑрман ӑшӗпе чылай вӑрах ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн, вӑл Терекран юхса тухакан хӑйӑрлӑ та сивӗ шывлӑ канав патне тухрӗ, вара, урӑх аташса ҫӳрес мар тесе, ҫав канав тӑрӑх кайма шут тытрӗ. Леш старик, кирек мӗнле пулсан та, пурӑнӑҫран писме ӗлкӗрнӗ, эпӗ вара… Экзамен пама ан та ҫӳрӗр. Ун арӑмӗ пулас хӗрарӑма эпӗ малтанах хӗрхенетӗп. — Эппин, Ҫӗнӗ Зеландире-и? — тесе ыйтрӗ Гленарван. — Праҫникрен тавӑрӑнатӑр пулмалла. Иртен-ҫӳренсем ун ҫине шеллесе пӑхаҫҫӗ. Пӑшалпа патронсене шырлана чавса пытартӑм. Нимӗн турткаланмасӑрах. Комета етрине пырса ҫапӑннинчен Ҫӗрӗн унӑн хӳри витӗр тухма ытларах май пур — кометӑн хӳри ҫӗршер миллион километра ҫити тӑсӑлать, вӗсен сарлакӑшӗ те калама ҫук анлӑ. Старик кулчӗ, амӑшне вара ку пӗтӗмпех ырӑ тӗлӗк пек туйӑнчӗ. Унтан капитан команда пачӗ: «Карлӑк ҫумӗнчен кайӑр!» — кун хыҫҫӑн ман ҫинелле тӳрех тупӑ персе ячӗҫ, вӑл кӗрӗслетнипе хӑлха питӗрӗнсе ларчӗ, тӗтӗмӗ чутах суккӑр тумарӗ. «Пӗтрӗм ӗнтӗ», — тесе шутларӑм. Пилӗк хут вилес пулсан та, ҫула туса пӗтересех пулать. — Питӗ лайӑх вырӑн кунта: эпир курӑнмастпӑр, пире хамӑра курӑнать, — терӗ Ергушов, — ҫакӑнта ларас пулать те, чи меллӗ вырӑн. — Сире кунта ӗлӗкхи флигельтинчен лайӑхрах-и? — ыйтрӗ Павел Петрович ҫемҫен, анчах кӑшт та кулмасӑр. Мересьев вӗсене кӑмӑллӑн кулкаласа сӑнаса ларчӗ. Анчах та сӑмах ӗҫ ҫинчен пынӑ чух, вӑл шӳтленине тата пуш параппан ҫапнине юратман. Вӑл йытӑ вӗрнӗ манерлӗ калаҫатчӗ. «Мӗншӗн мана кунта тӑратрӗҫ-ха? Часах пысӑк паром ҫывӑхне пырса тухрӑм, ун ҫинче хунар ҫунать иккен. Анчах вӑрман кунта океан хӗрринчинчен сайра: те хурт-кӑпшанкӑ кӑшлать, те ҫамрӑк хунава слон кӗтӗвӗ таптаса тӑрать. Карап ҫинчен Кӑнтӑр Америкӑра хуть те ӑҫта аннӑ пулсан та, вӗсене халь пурпӗрех тӑван ҫӗре таврӑнма йывӑрах мар. — Ҫитменнине тата, ҫарапакка. Тинӗс хытӑ хумханать пулсан та, тӑвӑл, ахӑртнех, лӑпланса пырать, ҫил вӑйсӑртарах вӗре пуҫларӗ, хӗвеланӑҫ еннелле ҫаврӑнчӗ. Вӑл никама палӑртмасӑр питне аллисемпе хупларӗ те тутисемпе Шурочка тунӑ хусканусенех тума тӑрӑшрӗ; ҫапла майпалан вӑл хӑй асӗнче ҫав сӑмахсене тытса илесшӗнччӗ, анчах унӑн нимех те тухса пӗтмерӗ. Хӑвӑртрах, ахаль кая юлӑн. — Корчагин кунта, ҫӳреме юратмасть, манӑн ун пирки те тертленме килет… Карлсбрукра пӗр сехет ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, Паганельпе Роберт унӑн чиккисенчен тухрӗҫ те, караванпа пӗрлешес тесе, пит аван сухаласа акнӑ хирсем тӑрӑх сиккипе вӗҫтерчӗҫ. Анчах ҫакӑн пекки те пулкаласа илетчӗ: амӑшӗн урисем тайӑлса анатчӗҫ, кӑмака хӗрри ҫумне пырса ҫатлатса, вӑл ҫӑварне карса пӑрахса, чӗлхине пӗҫертсе янӑ пек, хыттӑн сывлатчӗ те вара пӗҫертекен сӑмахсем сиксе вӗресе тӑратчӗҫ: — Апла-и? Айсберг ҫине мачта тирсе лартрӑмӑр, мачта ҫине ялав ҫӗклерӗмӗр, Дунаев курсан, вӑл та пӗр-пӗр пӑр ҫине хӑпарса лартӑр, терӗмӗр. Ҫылӑх пулнӑ пулӗччӗ. Аха! Ҫак шырланта эпӗ чунтан кӗл тунӑ, Аверьян станицӑран хуторти казаксемпе пӗрле мар, пӗччен таврӑнтӑр тесе, турра тархасланӑ. — Эпӗ сире юрататӑп, эпӗ сире чунтан юрататӑп, — тенӗ Бурмин (Мария Гавриловна хӗрелсе кайнӑ, пуҫне тата та аяларах уснӑ). Мӗнле ирхи апатсӑрах кайрӗ-ха вӑл?! Комендант капрала чӗнчӗ, ӑна вилнӗ казак аллинчи хута илсе килме хушрӗ. Урӑх вӑл нимӗн те каласшӑн пулмарӗ. Паганель ахӑлтатма пикенчӗ. Ку асамлӑ курӑка вӑл ҫуллах хатӗрлесе хунӑ-мӗн. Деренков лавки питӗ сахал тупӑш панӑ, анчах укҫа-тенкӗ енчен пулӑшмалли ҫынсемпе «ӗҫсем» — ӳссех пынӑ. — Эпӗ сана палласа илтӗм. Палӑкӗсем вӗсен унта асра та ҫук, апла пулин те вӑл ыйтӑва тур-де-тэт мелӗпе ҫӗре пӑрахать те ҫапла каласа хурать: пӗтӗм хулана пӗр пӗтӗмӗшле палӑк пек ӑнланмалла. — Тухатни палӑра пуҫларӗ ӗнтӗ! — тесе шутларӑм эпӗ хуйхӑрса. Швабрин Пугачева Марья Ивановна светлицине илсе кайрӗ. Доминикино ӗҫе калама ҫук лайӑх йӗркеленӗ. — Итле, Митюха, — тесе хучӗ унтах тӑлӑпӑн хыҫалти ҫӗтӗкӗ ӑшне аллине чиксе тӑракан тепӗр ямшӑкӗ: — улпут сана мӗнле ят пачӗ-ха? (Николай Петрович пиччӗшне итлемерӗ; Базаров хӑй те кӑна кӑмӑл туни пулнӑ; сарӑхса, хаярланса кайнӑскер, вӑл кунӗпех хӑй пӳлӗмӗнче ларнӑ, кӗске вӑхӑта кӑна чирлӗ ҫын патне чупса кӗрсе тухнӑ; пӗр-икӗ хутчен унӑн Феничкӑна тӗл пулма тӳрӗ килнӗ, анчах Феничка унран шикленсех сике-сике пӑрӑннӑ…) Ҫӗнӗ тухтӑр сивӗтекен тутлӑ шывсем ӗҫме канаш пачӗ, ҫав хушӑрах вӑл Базаров нимӗнле хӑрушлӑх та курӑнмасть тенине ҫирӗплетрӗ. — Эсӗ ку теттене алӑра вылятса ан тӑр, эс обоймине тӗрӗсле, патронне ҫакӑнтах, вырӑнтах, кӗпҫене ӑсат. Эпӗ ҫак ачана ярса илтӗм, ӑна перчаткӑсем тӑхӑнтартрӑм та арена ҫине кӑлартӑм. Пӗтӗмпех ӑнланмалла. Ял тарӑн шухӑша кайнӑ пек тӗксӗмленсе, пусӑрӑнса ларать. Сасартӑк вӑл: «Ҫапӑр, ватӑр пурне те!» тесе кӑшкӑрса ярас пулсан, пурте, чи мӑнаҫлӑ мастерсем те, пӗр виҫ-тӑватӑ минут хушшинчех мастерскоя турпасласа ватса пӗтернӗ пулӗччӗҫ тесе шутлатӑп эпӗ. Владимир ҫырусене кӗсьене чикет те ҫутнӑ ҫуртапа кабинетран тухать. — Тухса каятӑр? Хӑв питех те ӑслӑ пулсан, каласа парсам ӗнтӗ. — Ҫук, пӗртте малтанхи пек мар эсӗ халь, — терӗм эпӗ малалла, — кунччен эсӗ пур тӗлӗшпе те пирӗнпе пӗр шутлӑччӗ, пире тӑвансем вырӑнне хураттӑн, пире те, эпир сана юратнӑ пекех, юрататтӑн, халь тем пит шухӑшлатӑн, пиртен те ютшӑнатӑн… Вӑл, Германире нумай пурӑннӑ пулсан та, нимӗҫле начар пӗлнӗ, пӗлессе те вара вӑрҫма ҫеҫ пӗлнӗ, анчах лайӑх мар сӑмахсене те пӑсса каланӑ. Туп унтан вара ятна. Акӑ мӗнле пулчӗ пирӗн калаҫу. Юлашкинчен вӑл хутаҫҫине аяккалла илсе хучӗ те хӑйӗн ытти япалисене майлаштарса чикме тытӑнчӗ. — Ҫакӑнпах пӗтсен турра шӗкӗрччӗ те-ха… Ай-ай-ай! Унӑн ячӗ — Тубал. «Пирӗн запорожецсене курмарӑм; пан Андрия ҫеҫ куртӑм». Вӑл хӑҫан ҫуталнӑ? — Ут, эп сана кӑштах ӑсатса ярӑп. Ҫак усал тӗнче уншӑн ҫук пек пулса тӑчӗ: вӑл никама та курасшӑн пулмарӗ, нимӗн илтесшӗн те мар, пӗтӗм шухӑшӗ те пӗр ҫын пирки кӑна капланса тӑчӗ. Унӑн чапӗ ӳснӗҫем ӳсрӗ, ӗҫӗ нумайлансах пычӗ. Сӑмахран, ҫӗленсем тытасси… Вӑл нумайччен калаҫрӗ, пӗр ӗҫ хыҫҫӑн тепӗр ӗҫ ҫинчен, Аргентинӑри вӑрҫӑ ҫинчен, Бразилири экспедици ҫинчен, дикарьсемпе тӗл пулни ҫинчен, тискер кайӑксем тытма сунара кайни ҫинчен каласа пачӗ. Тухса каяс умӗн Илья, хай ҫинчен юриех усал ят хӑварасшӑн пулнӑ пек, ҫав тери ашкӑнчӗ, амӑшне йӗрсе ямаллах темӗн те пӗр каласа тӑкрӗ, Яков кайӑкӗсене пурне те читлӗхсенчен кӑларса ячӗ, ӑна парнелеме пулнӑ пилеш кайӑкне Никонова пачӗ. — Мӗн? Мунчо шӑпах хайхи тӗрӗксене чавса чикнине курса тӑракан палламан ҫын пулнӑ. Кителе унӑан хул айӗсенче те ҫурӑм хыҫӗнче ҫурӑла-ҫурӑла кайнӑччӗ, пӗр пакунӗ, татӑлнӑскер, пукранкаран кӑна ҫакӑнкаласа тӑратчӗ. Эпӗ ӑна, тепӗр хула курӑнсан, вӑл Кейро хулиех пулӗ-ха ӗнтӗ тесе лӑплантартӑм. Ҫакӑн евӗр калаҫу хуҫа кӑмӑлне каймарӗ, сӑмаха урӑх еннелле ҫавӑрасшӑн пулса, вӑл Соколовран ак мӗн ыйтрӗ: — Тухтӑр, ҫак хушӑра эс хаҫатсем пӑхкаламарӑн пуль? Сехӗрленсе ӳкнӗ Марийкӑшӑн пӑшӑрханнӑ Рада сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек пӑхса тӑчӗ, хӗрача ҫав хушӑра шӑлан тӗмӗ леш енче буйвол кӗтӳне кӗтекен ачана курчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ. Ҫапла вӑл тӳрех хӑйне хирӗҫ чупакан Стефчов патнелле ыткӑнчӗ. Кӑна, чӑнах та, майлаштарса калама кансӗрччӗ, ҫапах та старик тӑрӑшсах ӗҫе тытӑнчӗ курӑнать, мӗншӗн тесен тепӗр кун каҫхине кӗрекере тӗл пулсан хам тунӑ ӗҫе пӑхса тухас ӗмӗтпе старик акӑ мӗн каласа пачӗ: — Пурнӑҫ малаллах шӑвать. Тӑванне аса илсен, вӑл тата та ытларах кӳреннӗ, хӑйне тата ытларах шелле пуҫланӑ. Малалла хӑйӗн экипажӗпе пӗчченех килтен тухса кайса ҫӳрет ӗнтӗ Володя, хӑй патӗнче тус-тантӑшӗсене йышӑнать, табак туртать, балсене ҫӳрет; пӗррехинче хӑй пӳлӗмӗнче тус-тантӑшӗсемпе пӗрле икӗ бутылка шампански ӗҫнине хам та куртӑм, вӗсем кашни куркана таҫти хӗрсен сывлӑхӗшӗн ӗҫрӗҫ тата le fond de la bouteille кама лекесси пирки тавлашрӗҫ. Кунта, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ ҫуртра, ӑна килти пекех туйӑнса кайрӗ. Юлашкинчен вӑл урӑх утма пултарайманнине, ӑна халь малалла нимӗнле вӑй та хускатас ҫуккине тата тепре ларсан урӑх нихҫан та тӑраяс ҫуккине туйрӗ. — Зинаидӑна, Серафим хӗрне. «О, тавах сире, вӑкӑрсем!» кӑшкӑрчӗҫ запорожецсем, «ялан походсенче служить тӑваттӑрччӗ, халӗ ак ҫапӑҫура та служить турӑр!» — Ҫапла вӑт, Николай Петрович, — тет мана старик, эпӗ тумланнӑ хушӑра пӳлӗм тарӑх ман хыҫҫӑн ҫӳренӗ май хӑйӗн хулӑн пӳрнисем хушшинче кукамай парнеленӗ кӗмӗл табакеркӑна хисепе хунӑн хуллен ҫавӑркаласа, — эсир экзамена ҫавӑн пек питӗ лайӑх пама пултарни ҫинчен ывӑлран пӗлсенех, — эсир ӑслӑ пулни пурне те паллӑ-ҫке, — улпутӑм, сире саламлама васкасах чупса килтӗм; эпӗ вӗт сире хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӳренӗ, тата, тур курать, сире пурне те тӑвансене юратнӑ пек юрататӑп, Илинька та сирӗн пата питӗ килесшӗн пулчӗ. Куҫӗсем унӑн хупӑ пулнӑ, куҫхӑрпаххисем витӗр — пӗрин хыҫҫӑн тепри — куҫҫуль тумламӗсем тухнӑ. Майкельпа Сэнди, пӗтӗм чун-чӗререн ҫӗкленсе, Гуно, Виктор, Массэ, Фелисьен Давид произведенийӗсенчен темиҫе сыпӑк илсе юрласа кӑтартрӗҫ. Ҫул ҫинче ывӑлӗн хутне пӑчӑртаса лартнӑ алӑ шӑмми туртса ыратнӑ пек туйӑнчӗ, пӗтӗм алли хулпуҫҫинчен ҫапнӑ пек йывӑрланса кайрӗ. Ҫав пӳтсӗре пульӑпа тивертсе илӗр-ха. — Апла эсир Кармена каймастӑр? — тесе ыйтрӗ вӑл тепӗр хут. Пӗр самант хушши вӗсем пӗр-пӗрне сӑнаса тӑчӗҫ. — Нечоран мӗн ыйтмалли пур? — Татӑклӑнах-и? — Уншӑн пӗрре те пӑшӑрханмастӑп эпӗ, — терӗ Том Аустин. Пысӑкки — пысӑк шӑв-шав тӑвать, пӗчӗкки — тӑшмана ытларах чӑрмав кӳрет. Яра кун кунӗпех эпӗ Катьӑна шырарӑм. Ак халь ӗнтӗ вӑл кунта депори ӗҫ хыҫҫӑн хӑйӗн мӗнпур вӑйне плуга кӳлсе, юхӑннӑ хуҫалӑха ҫӗнетме тӑрӑшать. Хохол ун ҫине пӑхса илчӗ те пуҫне усрӗ. Маориецсен чӗлхипе вӑл «хӗвел пайӑрки» тенине пӗлтернӗ. Шӑв-шав ӳснӗҫемӗн ӳссе, вӑйлӑланса пычӗ… Генерал, ку сӗнӗве шанман пек, пуҫне сулкаласа илчӗ. «Курӑпӑр-ха, курӑпӑр. Эпир ун ҫинчен калаҫса сӑмах татма ӗлкӗрӗпӗр-ха. Епле апла! Пире пӗртте тивӗҫмен япалашӑн мана тата Мартӑна асаплантармалла иккен! Эпӗ сана мӑшкӑллаттарӑп! Пуҫна пултӑр сана! — кӑшкӑрчӗ вӑл килнӗ ҫын ҫине, хӑйӗн пӗрнӗ куҫхаршийӗсем айӗнчен чалӑшшӑн пӑхса. Анчах паян акӑ унӑн хӑйӗн те нимӗн те ҫук, ҫавӑнпа вӑл тухса кайма шутларӗ. Хуҫалӑхри йӗркесӗрлӗхсем ӑна кичемлетсех янӑ; ҫитменнине ӑна яланах, — Николай Петрович ӗҫе юратать, пикенсех ӗҫлет пулин те, — вӑл ӗҫе кирлӗ пек туса пыманнӑн туйӑннӑ. Халь акӑ ҫавӑншӑн ман ывӑла судпа айӑпламалла, суд туса, Ҫӗпӗре яраҫҫӗ те, вӑл унтан тарать, каллех хӑйӗн ӗҫне тума тытӑнать… Пачӑшкӑ тата ҫапла каларӗ:— Ку турӑ хушнипе пулнӑ. Эмиле вӑл пит итлесех каймарӗ — Панталеонене ун пек мар, ҫук, — Эмиль ӑна «калаҫма» е «чыхӑнма» хушсан, — хурине анчах вӗлтӗртеттерчӗ е чӗлхине кӗпҫе пек туса, тӑсса кӑтартрӗ. Акӑ, нумай пулмасть, ман юлташ ссылкӑран таврӑнчӗ. Федюшка ӑна кайри урисенчен тытса верстак айӗнчен туртса кӑларнӑ та, ҫав тери тӗлӗнмелле фокуссем тунӑ, унӑн куҫӗсем симӗссӗн куракан пулнӑ тата пӗтӗм сыпписем ыратнӑ. Джонни ун ҫине нихҫан та ырӑ кӑмӑлпа пӑхман, мӗншӗн тесен унӑн пӗрмаях Вильшӑн ӗҫлемелле пулнӑ, йывӑрлӑхне те сахал чӑтмалла пулман, ҫавӑнпа вӑл ӑна тивлетсӗр тесе шутланӑ, Джонни ун ҫине пархатар кӑтартма пӗлмен ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Огнянов тинех лӑпланса ҫитрӗ. Те пире ҫилленет вӑл? Хамӑн «кӗлӗсене» нумайӑшне эпӗ ҫак кунччен те астӑватӑп, — ача чухне ӑс ӗҫлени чунта ытла та тарӑн йӗрсем туса хурать — час-часах вӗсем пӗтӗм ӗмӗр тӑршшӗнче те тулса тӳрленсе ҫитеймеҫҫӗ. Унӑн тӗлсӗр-йӗрсӗр пурнӑҫӗнче пулнӑ-ши вӑл, ҫав телей? Ҫапла ӗнтӗ, эпир Румыни урлӑ тахҫанах каҫса кайрӑмӑр, ӑна манса кайма та ӗлкӗртӗмӗр, ку — Сире паллӑ. Вӑл кулмасть, вӑл йывӑрран сывлать, хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн та шӑхӑрттарса, кӑвак тутисене вӑл чӗлхипе ҫула-ҫула илет. Вӑл ҫав индеецсем ҫинчен пӗр кулӑшла сӑмах та тӗртсе хучӗ. — Таҫта вуланӑччӗ эпӗ, — терӗ вӑл, — арабсем ыр куҫлӑ та хаяр ҫӑварлӑ, тет. Манӑн лайӑх готовальня пурччӗ, эпӗ ӑна та хампа пӗрле илме шутларӑм, аптӑраса ҫитсен сутма та юрать-ҫке-ха. Марина тата, юри тенӗ пекех, час-часах Андрей куҫӗ тӗлне пула пуҫларӗ, сӑнран пӑхсан чунӗ ҫырлахнӑ пек, телейлӗ пек курӑнать. Лена хӑйне тыткаланинче, илемлӗ сӑмахсене тата аллипе сулкалама юратманнинче, хӑй туйӑмне Воропаева уҫҫӑн кӑтартмасӑрах палӑракан тимлӗхӗнче пурнӑҫра сайра тӗл пулакан темле тивӗҫлӗх пур. Эсир тусӑр патӗнче дачӑра мар, пулемет пире кашни самантрах кирлӗ пулма пултарать. Вӑл малалла чуптарчӗ, Исидора ун хыҫҫӑн кайрӗ. — Ну, мӗн, унта-и вӑл? — тесе кӑшкӑрса янӑ плантатор, тарҫин сӑмахне кӗтсе тӑмасӑр. — Шыв капланса килет! — Толстоя, Чехова, Горькие вуласа тухнӑ пулсан, килтен тухмасӑрах эсир Россия ҫинчен ытларах пӗлме пултарнӑ пулӑттӑр. Ленин ҫинчен каламастӑп та эпӗ, — хушса хучӗ вӑл, тарӑхнине аран-аран пусарса. Пӗчӗк ача, ҫитӗннӗ ҫын пек, чӑн сӑмаха тӳррӗнех калама хӑйнӑ! Каламастӑп эп сана куна. «Халь ӗнтӗ юнкун е кӗҫнерникун, тен, эрнекун е шӑматкун та пулӗ, — тесе шутланӑ Том, — шыракансем те, шыраса тупас ҫук тесе, пирӗн ҫине алӑпа ҫеҫ сулчӗҫ пулӗ», — тенӗ. — Паллах, ача, анчах савнӑ, лайӑх, ӑслӑ, ман юратнӑ ача. Халь кӑна сывлатӑп та. Ку шӑрӑхпа пӗтӗмпех вӑйсӑрланса кайрӑм. Тӗттӗмлӗхре Хӗвел ҫутинче йӑлкӑшакан шывлӑ капмар чӑмӑр-шар ҫакӑнса тӑрать. — Ку спектакльрен хӑтӑлма май килмест пулсан, унпа кӑмӑл тӑраничченех паллашӑпӑр. Вӗсем хыттӑнах юнама пуҫлаҫҫӗ. Иван Игнатьич комендант хушнине тума кайсан: «Кӑтартӑпӑр сана, гарнизон йӗкехӳрине!» — тесе каланине хӑй хӑлхипех илтнӗ. Аня ун ҫине савӑнса пӑхать. Ӑна пире хӳтлӗхе шанса панӑ, пирӗн ӑна упрамалла. Пӗрин пирки эпӗ кӑштах унта юлаттӑм; мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? Хӗвел тухӑҫ енчи виҫ кӗтеслӗх тӗпӗ тӳрӗ пӗкӗпе сыпӑннӑ. Ҫӳлтен, пысӑк-пысӑк юр пӗлӗчӗсем татӑла-татӑла анса, ҫаврӑнма, ҫӳлтен-ҫӳле ҫӗкленме пуҫланӑ самантра ҫил те ҫукчӗ темелле ӗнтӗ. Ҫӑрттан мучи вӑранчӗ. — Шуйттан! — кӑшкӑрчӗ вӑл Оленин ҫине. Часах чул айӗнчен хӑватлӑ пар юпаланса тухрӗ. — Сеньорита, эсир кам? — тесе ыйтрӗ дон Мигуэль Диаз, пуҫне ҫӗклесе, йӗри-тавра хӑранӑ пек пӑхса илсе. — Анчах ытла та хӑюллӑ. Гордеев! Унтан, нӑхтаран ярса илсе, кӗсрене мӗнпур вӑйӗпе тата хытӑрах сӗтӗрсе кайма тытӑнать. — Персе пӑрахӑр. Тельмарш хӑй умне тухса тӑнӑ картинӑна пӑхса, хытса тӑчӗ. Унӑн шухӑшӗсем ҫаплах аташса ҫӳренӗ, хӑй ӗнтӗ урӑх ашкӑнман, лӑпланас вӑхӑт килсе ҫитнӗ. Король ҫуртӗнче эпӗ ялан пӗр хисеплӗ ҫынпа, королӗн ҫывӑх тӑванӗпе тӗл пулаттӑм. Эпӗ пурнӑҫ тӑршшӗпех пӗр япала ҫинчен шухӑшланӑ — ҫак кунран епле майпа пӑрӑнса иртес-ши, ӑна никам асӑрхамалла мар пурӑнса ирттерес-ши, мана никам та ан тӗкӗнтӗрччӗ, тенӗ. Кӑнтӑр тӗлнелле ӑна батальон вырнаҫнӑ ҫӗртен аяккарахра, вӗт йывӑҫ тӗмисем хушшинче тупрӗҫ. — Эсир маншӑн яланах ырӑ пулнӑ! — терӗ вӑл. Эпӗ ун пек сӑмаха ку таранччен илтмен. Ҫак кӗске сӑмахсем хӑйсен ӗҫне турӗҫ, — хушнӑ вӑхӑта ҫутӑ пулчӗ. — Ҫакӑн хыҫҫӑн сире пӗччен уҫӑлса ҫӳреме чӑрмантармасан аван пулӗ тесе шутлатӑп. Кунсӑр пуҫне, манӑн сурансем яланах шыҫса калама ҫук хытӑ ырататчӗҫ… Хи-хи-хи! Унтан ӳсӗртсе яракан тискер улав — хӗрарӑмсем кӑшкӑрса яни, вӗсемпе пӗрле арҫынсем сехӗрлевлӗн ахлатса илни — ҫӗкленнӗ, вара пурте, кам ӑҫта пулнӑ ҫавӑнта, чулланса ларнӑ. Боецсемпе командирсем хӑйсен сивӗ те нӳрлӗ блиндажӗсене кӗре-кӗре ларчӗҫ. Унта йӗпе улӑмпа лӑсӑ шӑрши кӗрет. Темиҫе секунд хушши Ерофей Кузьмич ӗненмесӗр ывӑлне пӑхкаланӑ, унтан тарӑхса ыйтнӑ: — Эсӗ мӗн… ухмаха ермерӗн пулӗ те?! Тӗнчере мӗншӗн пурӑнмалли сӑлтав пур, юлташсем! Эпир ҫӗре утиялсем сарса лартӑмӑр та апат ҫирӗмӗр. — Малалла, малалла, — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Вӑл нимӗҫ, хӑйне кӳрше вырӑс ҫынни пама ыйтрӗ, — тесе ӑнлантарчӗ те тухтӑр алӑка шаккарӗ. Пӑрахут кайнӑ хыҫҫӑн король мана тата пӗр мильӑна яхӑн иштерчӗ, унтан пушӑ ҫырана сиксе тухрӗ те:— Хӑвӑртрах каялла кай, герцога та, ҫӗнӗ чемодансене те кунта илсе кил, — терӗ. Пур паллӑсем тӑрӑх та ку портрет эпӗ шыракан портрет пулмалла пек». Салтаксем начарланса сӑнран ӳкнӗ, идиотла пӑхаҫҫӗ. Ҫил-тӑмана ҫӗнтерсе-сирсе Лось ҫыран хӗррипе чупса кайрӗ. Кайран ун пек кӳрентернисен шутне те ҫухатрӑм. Вӑл хӑй ҫур милӗрен ытла утма пултарас ҫуккине те пӗлсе тӑрать. Виҫӗмкун хут ҫырса алӑ пустартӑм. — Пуҫламӑшӗ пур! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ хӗпӗртенипе. Юпитер ҫинче пурнӑҫ ҫук. Хаяр вӗри чирпе пӗрле унӑн хӑвӑрт сарӑлса пыракан чахотка пуҫланчӗ, вара вӑл виҫӗ кун хушшинчех мӗлке пек кӑна тӑрса юлчӗ. Миките пӳртре чей ӗҫсе тултарнӑ ӑшша кӑларса ярасшӑн мар, пӗркенсе нимӗн калаҫмасӑр ларнӑ, вӑл пуҫне кӑптӑртса лартнӑ пирки, унӑн пӗчӗк сухалӗ мӑйне картласа тӑнӑ. Пусма ҫинче тӑраканни ялти мулла кӑна мар иккен — софта пулчӗ-кайрӗ — вӑл ӗнтӗ мусульмансен тӗнне вӗрентекен ҫын, тен, вӑл К. хулинчен юри пысӑк ӗҫпе килнӗ пуль. Самантрах халӑх шӑпланса тӑчӗ. Софта мӑн кӑмӑллӑн пуҫласа та ячӗ: — Тӳрӗ тӗн ҫыннисем! Запалран тӗтӗм тухма пуҫларӗ, Андрей вара пӗр тӑхтамасӑрах ура ҫине тӑчӗ. Тӑпри унти пекех курӑклӑ та тикӗс, горизонт унти пекех таҫта аякра уҫҫӑнах палӑрса тӑрать. Анчах та ман ҫине пурте урӑхла пӑхма пуҫларӗҫ. — Аван. — Мӗншӗн тесен эсир лайӑхраххине тивӗҫлӗ. Тӑкӑрлӑк кӗтесӗнчен, хӑйӗнчен темиҫе утӑмра, ҫӗнӗ шлепкепе ҫӗнӗ бекеша тӑхӑннӑ, ухӑ пек тӳрӗ, ҫӳҫӗсене пӗчӗк йыттӑн ҫӑмӗ пекех кӑтралатнӑ Клюбер г-н тухрӗ. «Санӑн таса ирӗкӳ. Акӑ вӑл ҫултан нумай аякра, сарӑхса ларнӑ ҫумкурӑкӗпе витӗннӗ уй ҫинче, кӑшт ҫеҫ курӑнакан икӗ хура пӑнчӑна асӑрхарӗ. Ырӑ чунлӑ, сисӗм-туйӑмлӑ савнӑ ҫын. Ҫутӑ чуннӑмҫӑм, Иван Кузмич, паттӑр салтакӑм! – Ну, ҫухатнӑ-тӑк, ҫухатнӑ пултӑр, — терӗ Этьен, — мӗнех вара чӑпӑркка, хӑмах тӳлӗп ун хакне. Вӑл питӗ аслӑ, ик-виҫӗ пӳлӗм чухлӗ, Джим унта яштах тӳрленсе тӑма пултарать. Манӑн та черет ҫитрӗ. Кукамай, ырланӑ евӗр кулса, мӑн ҫинелле пӑхрӗ. Ватӑ ухмах, турӑ ухмахсене ҫӗр ҫине акнӑ-и мӗн? …Мана ҫӗр ҫинче казаксемпе салтаксем пуринчен авантарах пурӑннӑ пек туйӑнатчӗ; пурӑнӑҫӗ вӗсен — простой, савӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ. Ҫын лаша ҫинче ларать — ҫавна вӗсем хӑйсен куҫӗсемпе кураҫҫӗ, аллисем унӑн ӳтне туяҫҫӗ, анчах ӳчӗ темле ним те сисмен пекле туйӑнать. Эпӗ унта кайман та пулӑттӑм. Анчах та мана Катьӑна курас килни канӑҫ памарӗ. — Эсӗ тӗплӗнрех каласа пар. — Ҫапах та эсир мана нихҫан та, Паганель, тискер кайӑксем усӑллӑ тесе ӗнентерейместӗр, — терӗ майор. Гусев анасласа илчӗ, шӑлӗсемпе шаклаттарчӗ, — тӗнче уҫлӑхӗн анлӑшӗн пушӑлӑхӗ мӗн таран кичем те тунсӑхлӑ иккен. Вӗлернӗ! Эпӗ ку вӑхӑтра пӗтӗмпех халь калас текен япала ҫинчен шухӑшларӑм… Ӑшӑмра пӗрремӗш эрнесенчех эпӗ хам лекнине, хам мӗн кӗтни пурнӑҫланманнине, авлану телей мар, темскер питӗ йывӑр япала иккенне туйса илтӗм (ҫапла вӗҫленмен пулсан, эпӗ халь те ҫакна йышӑнман пулӑттӑм), анчах ҫакна ҫынсенчен ҫеҫ мар, хамран хам та пытарса пурӑнтӑм. Пацюкӑн мӗнпур шухӑшӗ те ҫӑмах ҫинче ҫеҫ пулмалла, мӗншӗн тесен вӑл тимӗрҫӗ кӗнине те сисмерӗ, тимӗрҫӗ алӑкран кӗнӗ-кӗменех хӑйне тӑрӑшсах пуҫ тайнине те курмарӗ. Малалла ҫакӑн пек япаласем пулчӗҫ: «Ача ялкӑшса ҫунакан палуба ҫинче тӑни», «Ассири ҫыннисем кашкӑрсем кӗтӳ ҫинелле пынӑ пекех пыни» тата вуласа памалли ытти хаклӑ япаласем те. Ун чух ҫынсем — юман пек пулнӑ… Анчах, пирӗн кавӑн хуппинчен тунӑ шыв савӑчӗсем пур, пичче вӗсене ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫӑл шывӗ тултарма шутлать. Телейсӗр Графа халь-халь тупса тухаҫҫӗ тесех кӗтсе тӑчӗ халӑх. Хама-хам чаплӑн тытса кӗсъерен пирус коробки туртса кӑлартӑм та туртма пуҫларӑм. Тепӗр ик мӑчавӑрӗ, кашни колонна таврах хутласа, кустӑрмаллӑ кӗмӗл кадильнӑна храм тарӑх туртса ҫаврӑннӑ. — Итлӗр-ха, — терӗ те Артур йӑл кулса надзирателе каллах алӑран тытрӗ, — ман ҫине ан ҫилленӗр — эпӗ пур-пӗрех кӳренместӗп. Хускалас тесе ҫеҫ шутланӑччӗ, анчах ӳчӗ хӑйӗн мар, итлемест. Ахальтен мар ҫав ваттисен сӑмахӗнче: «Халӑхпа нуша курни вӑл туйра савӑнни», теҫҫӗ. Пурте хуларан тараҫҫӗ, эс тата мӗн аппаланса тӑратӑн?» — тесе ыйтрӑм та хайхискере хул хушшине ярса илтӗм, атя Балкан ҫинелле, Стайка ман хыҫӑмран чупать. Ҫӗрлеччен сире ак ҫакӑнта хупса хуратпӑр, — чавсанай еннелле кӑтартрӗ вӑл, — каҫхине вара ҫирӗм тӑваттӑмӗш номерлӗ ҫурт хуҫин садне ним юлми тасатса тухатпӑр. — Сывӑ-и? — ыйтрӗ вӑл хӑй ертсе пыракан самолёт ҫине пӑхса илсе. Лешӗ халь сылтӑма «каҫса», юнашар вӗҫсе пынӑ. Снарядсем ҫурӑлнипе пӗтӗм тавралӑх тӗтӗм ӑшне путрӗ. Картишӗнчен Любишкин лампаслӑ ҫӗнӗ шӑлаварпа, чӗриклетекен атӑпа сасартӑках вунӑ ҫул ҫамрӑкланса тухса кайрӗ. «Эсир Иван Ивановича аллисенчен тытӑр та ҫавӑтса кӑларса ярӑр». Лушах эп Радӑна макӑртрӑм, кӑлӑхах макӑртрӑм! — терӗ Огнянов. Ҫавна аса илтерни Соломона халӗ кӑшт та хускатмарӗ. Эпир унта дежурствӑна ҫӳреме шутларӑмӑр. — Мӗнрен хӑраса ӳкрен вара? Вӑл куҫӗсемпе йӗри-тавралла пӑхса ҫавӑрӑнчӗ те: «юлташсем, сирӗн куҫ умӗнче вилме тӳр килнӗшӗн турра тав тӑватӑп, пирӗн хыҫҫӑн сирӗнтен те лайӑхрах ҫынсем пурӑнмалла пултӑр, Христос юратакан вырӑс ҫӗрӗ яланах илемлӗ пултӑр!» терӗ. Белецкипе Оленин пӗр хӗрринелле пӑрӑнчӗҫ. Гешан капитан, калӑр, — терӗ. Ҫӗр ӗҫлекенсене тырӑ акса хӑварма паманни мода пулать-и вӑл? — Ун пек юрату мӗнле иккенне пурте пӗлеҫҫӗ, — терӗ майра. Мӗн ара! Лосьпа тата Горпа ирттернӗ кӗске канашлу хыҫҫӑн Гусев сывлӑш флотне ҫапӑҫӑва хатӗрлеме хушрӗ. Ни кӳреннине, ни хӑранине туймасть — мӗнпур шухӑшӗ ун йӑлт Соломон ҫинче. Платник вара, хӑй те ӳсӗрскер, тирпейлӗ урине тапа-тапа, каллех юрланӑ: Хурчӑка мар, ӳхӗ мар, Вак кайӑка пӗтерет. Пӗчӗкҫеҫ пӳртре унчченех тӑхӑр ҫын пулнӑ. Лётчиксем ирех ҫывӑрма выртаҫҫӗ. — Вӑхӑтсӑр мӗн-ма чӑрмантармаллаччӗ-ха сана, Гек! Халӗ пирӗн пӗтӗмпех хатӗр. Анчах та — ҫынна вӗлерме ҫылӑх, ҫапах никама та айӑплӑ тесе шутламастӑп. Эпӗ хам асӑрханине кӑна калатӑп, хам сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх ҫеҫ, ҫавӑнпа манӑн сире ҫапла калани тӗрӗс тесе пӗр сӑмахсӑрах ӗнентерес шухӑшӑм ҫук. Хӑш-пӗр чух хӑнасем нумай пухӑнаҫҫӗ, вунӑ-вунпилӗк мильӑран юланпа килеҫҫӗ, пилӗк-ултшар кун хӑналанаҫҫӗ, ӗҫеҫҫӗ-ҫиеҫҫӗ, юханшыв ҫинче ярӑнаҫҫӗ, вӑрманта ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑваҫҫӗ, каҫсерен килте ташлаҫҫӗ. Петровӗ аван йӗкӗт пулмалла-ха. — Улпут майри те ҫак тӑпра ҫинех килчӗ-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Мӗн хӑямат! Кирилпа Мефоди таса аттесем пулӑшчӑрах сана патша майри пулмашкӑн, — мӑкӑртатрӗ хӗпӗртенӗ Ставри пуп. — Мейӗр, тытӑр, Антипов юлташ, — тесе пачӗ вӑл запискине тӑлпан эскадрон командирне. — Разъезд хатӗрлӗр те пур пленнӑйсене те Новгород-Волынский еннелле ӑсатӑр. Кам алӑкӗ? — Каларӑн. Нехлюдовсем Малтанхи минутра мана ҫак хӗрарӑмсем хушшинче пуринчен ытла Любовь Сергеевна тӗлӗнтерчӗ, вӑл, ҫыхса тунӑ хулӑн пушмак тӑхӑннӑскер, йыттине аллинче тытса, пусма тӑрӑх чи кайра пычӗ, икӗ хутчен чарӑнса, ман ҫине тимлӗн ҫаврӑнса пӑхрӗ те хӑйӗн йыттине чуптуса илчӗ. — Уйӑрӑлас? Хуткупӑсне шутсӑр турта-турта чӑсса ӳсӗр ҫын утса пырать, такӑна-такӑна кайса мӑкӑртатать: — Эпӗ ҫитетӗп сан пата… ҫитетӗпех… — Ку питӗ тӗрӗс, — терӗ Гленарван. Джонни ӑна итлесех каймасть, ҫакӑн ҫинчен вӑл темиҫе хут та илтнӗ ӗнтӗ. Ӑҫта? — ыйтрӗ Оленин, хӑй ҫине казаксене аран пӑхтарса. Анчах «вырӑс мошенникӗсем» вӑл кӑшкӑрашнине хӑлхана та чикмерӗҫ, май килнӗ таран замок патнелле васкарӗҫ. Алексей сывлама та чарӑнчӗ. — «Ну, ан йӗр, ан йӗр! Илекенсене чӗнсе кӗртесси тата йывӑртарахчӗ; килӗшӳсӗр ҫырнӑ иконӑсем мана кӑмӑла каймастчӗҫ, вӗсене сутма лайӑх мар пекчӗ. Севастополь вӑрҫинчен, хӑйӗн чӑрсӑрлӑхне пула, урасӑр та алӑсӑр киле тавӑрӑнчӗ. Каҫ енне вӑл, шыв ӗҫме ыйтса, пуҫне ҫӗклерӗ. Нимӗҫсем ялта хӑйсене хӑйсем тыткалани Ерофей Кузьмича малтанхи кунсенчех кӑмӑла каймарӗ: пӗтӗм чунӗпе туйса илчӗ вӑл, вӗсем чӑнахах та пит хытӑ чӗреллӗ те хӗрхенӳсӗр иккен, кунта пурӑннӑ хушӑра вӗсенчен темӗн те кӗтме пулать. Ӑна хӑйӗн аллине илме пултаракан ҫын пуйсах кайнӑ пулӗччӗ. Анчах вӑл нимӗнпе те килӗшмест. — Вӑл, ҫавӑскер, кам пулчӗ-ха? — ыйтнӑ Фома, унтан сасартӑк ахӑлтатса кулса янӑ. Ҫакӑн пек пӗчӗк юмах пур. Унӑн куҫӗ умне юрпа витӗннӗ тип-тикӗс уй тухса тӑчӗ. Ҫук, ниҫта та яман. Пӗр ҫулҫи ӳкрӗ, вӑл ӑна ҫӗртен илчӗ… Ача хӑйӗн ашшӗ пирки ҫынсем ятлаҫса калаҫнине час-часах итлекеленӗ, анчах ӑна-кӑна хӑлхине чикмен, ашшӗне те нихҫан та элеклесе кӑтартман. Вӗсем Парижа кайнӑ чухне эсир ҫав ушкӑнти ҫынсем хушшинчеччӗ. «Ай, ай! пан хӑйне пичкене пытарттарасшӑн-и? Анатолий Степанович — вӑл чӗрӗлес ҫук, тет. Анчах та Ҫурҫӗр пирки шухӑша та илме ҫук иккен. «Балашов шкулӗ ирӗк памасӑр ниҫта та каймастӑн», — терӗҫ мана. Аэлита вӗттӗн-вӗттӗн чӗтрет, куҫ хупанкисем усӑнчӗҫ, тимлӗ пӗчӗк пичӗ тӑсӑлчӗ. Вара вӑл, чыхӑнса кайса, витререн уйрӑлчӗ. — Апла пулсан, тӗл пулма та кирлӗ мар! — тарӑхса асӑрхаттарчӗ чиновник. Киле ҫитӗпӗр те, эпӗ сана кишӗр парӑп. Шишкин хӑй ӑҫта ларнӑ, ҫавӑнтах хӑяккӑн кайса выртрӗ. Леноре фрау ӑна хӑйӗнпе тата Панталеонепе пӗрле «трессетла» выляса пӑхма сӗнчӗ, Италире вылякан ҫак йывӑр мар карт вӑййине выляма вӗрентсе, унран темиҫе крейцер выляса илчӗ — Санин кунпа питӗ кӑмӑллӑ пулчӗ; — Пит те пысӑк тав сире, ваше благородие; ӗмӗрех сирӗншӗн турра кӗлтӑвап, — терӗ вӑл, лашине каялла ҫавӑрнӑ май. Вӗсем пӗр-пӗринпе авалхи туссем пек тӗл пулчӗҫ. Ҫыпҫӑнкӑллӑ евӗр хура ҫумӑр пӗлӗчӗсем ӑшне чӑма-чӑма, тӳпере тусем вӗҫеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен, чӑннипе калас-тӑк, вӑл, ҫӗнӗ ҫынсем килсе тулӗҫ те хускану-пӑлханура ҫав паллӑ ҫурт ҫинчен манса кайӗҫ, чап та пӗтӗ, паттӑрла ӗҫ те манӑҫа тухӗ, тесе хӑранӑ. Вӑл шурӑ платйӗпе, хӑй те, пичӗ те, хулпуҫҫийӗсем те, аллисем те шап-шурах. — Мужиксем хӑйсемех тытса ҫыхаҫҫӗ. Гусев айккинчи лутра, пӑнтӑх, япӑх ҫуталакан пӳлӗмсене кӗре-кӗре тухать. Ҫӗрле пулса килчӗ, тавралӑха темӗнле ҫӑра тӗттӗмлӗх хупӑрларӗ, ку вара тӗтререн те япӑхрах япала: ҫырансем пач та курӑнмаҫҫӗ, инҫетрине те куҫ витермест. — Сехет ӑстаҫи Орлов. Лешӗ пӗшкӗнсе тӑчӗ; кинжалӑн хӑрах енче, пуклак вӗҫӗ патнерехре, «Ирӗклӗх е вилӗм» тесе чӗркелесе ҫырса, ӳкерчӗкӗ те пур, тепӗр енче — килжал хуҫин ячӗ. «Истребитель пулнӑ!» — Эпӗ, эсӗ чӑн та йӑласене пӗлетӗн пулӗ, тесе шухӑшланӑччӗ, терӗ Сильвер, йӗрӗнсе. Мужиксем вӗсем пурте ҫавӑн пек, пурте! Анчах — сирӗн ҫывӑрма вӑхӑт, Ниловна, эсир тӳсме ҫук ывӑнтӑр пулӗ-ха, — калас пулать, тӗлӗнмелле ҫирӗп ҫын эсир! Балабинсӑр пуҫне ыттисем пурте секретарӗн ҫак шухӑшӗпе килӗшрӗҫ. — Ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тенӗ вӑл юлашкинчен. Кадрсен отделне заключени илме каяс кун умӗн Алексей хӑйӗн диванӗ ҫинче ҫӗрӗпех пӗрре те куҫ хупмасӑр выртрӗ. Англири калама ҫук начар ҫанталӑка тӳсеймен. Тепӗр пилӗк минутран сунарҫӑсем китран пӗр кабельтовра пулчӗҫ. Арӑм рояль кӗтессинче, уҫса хунӑ нотӑсем патӗнче тӑрать. Огнянов ҫыруне ал пусмарӗ, хӑй ӑҫта иккенне те асӑнтармарӗ, инкек-синкек пулас пулсан, ҫырӑва ҫывӑх юлташӗсем илес вырӑнне тӑшман аллине ҫакланасран асӑрханчӗ. Ӑҫта хурса пӗтермелле вӗсене? Вӑл хӑйне тапӑнакана ҫӗҫӗ тытнӑ аллинчен ҫавӑрса илнӗ те, хурҫӑ пек ҫирӗп те паттӑрла пӳрнисемпе пӑчӑртаса лартнипе ҫав алӑ нӑтӑртатса илнӗ. — Эппин, пӗлнӗ ӗҫ? Салтаксем хӑйсем тӑрӑшма хатӗрри ҫинчен хыттӑнах пӗлтерчӗҫ. Анчах вӑл уҫса пыракан историн пӗр страницинче те кӑнтӑр енчи икӗ утрава континент темен. Эпӗ ҫавна часах тупма пултаратӑп пулсан, вара Фелима сыватасси йывӑр мар. Имшеркке илемлӗ хӗрарӑм — Ромашов ӑна маларах асӑрхаманччӗ, — сапаланчӑк хура ҫӳҫлӗскер те уҫӑ мӑйӗ ҫине персе тухнӑ йӗтес шӑммиллӗскер, ҫара аллисемпе салху Лещенкӑна мӑйӗнчен ыталанӑччӗ те, музыкӑпа шава кӑшкӑрса ҫӗнтересшӗн тӑрӑшса, ӑна хӑлхинченех нӑйкӑшуллӑн юрлатчӗ: Ӗмӗрлӗхе чирлесессен ӳслӗкпелен, Шурса кайӑн ҫак стена пекех, — Сан таврашра пулӗҫ тухтӑрсем. «Гм! Тимӗртен. Мӗншӗн тимӗртен тунӑ-ха ӑна?» мӑкӑртатрӗ Иван Иванович. Эпӗ вара пӗрре те ун пек калама пӗлейместӗм. Пӗлнӗ. — Аякран куртӑм ҫав. Ку сӑмахсене эпӗ Николай Антонычран хӑйӗнчен те илтнӗ. Ҫак сӑмахсенех калатчӗ вӑл. Халӗ эпӗ пит те хастарланса кайрӑм, анчах ҫав хушӑрах хама хам асӑрхануллӑн тыткалатӑп. Пӗр тӗсе куҫса пыракан ҫумӑр пӗлӗчӗсем паллӑнах аялалла усӑнса анма пуҫларӗҫ. Бородин генерал хытӑ ҫывӑрнӑ иккен, анчах кӑвайт умӗнче ют ҫын пуррине сиссен, хӑвӑртах вӑранчӗ. Хӑйсенчен аслӑ хӗрачасене юратса пӑрахмаҫҫӗ… — терӗ. Э? — Тӗрӗс мар! Факторире чура сутуҫине пӑхакан чурасем ҫеҫ пуранаҫҫӗ. Акӑ кустӑрмасем тӑкӑртатни, лаша таканӗсем чанклатни илтӗнсе кайрӗ. Тен, эпӗ бригадӑран кайнипе-и? Экспедицинчи ҫынсемшӗн пурте ырӑ та аван пек. Хӑвна пуҫӑнтан персе ҫӗмӗрмеллеччӗ вӑл чӳлмеке! Халӗ пурте, стереоскоп труби витӗр пӑхнӑ чухнехи пекех, хӑмӑр-кӑвак тӗслӗн, пӗр евӗрлӗ те уҫҫӑн курӑнса тӑрать. Хӗвел тӗнӗ кӗҫех пӗтӗм Ҫӗре ҫавӑрса илет. — Ҫук. Ермолай, яланхи пекех, маттур перет, эпӗ, — яланхи пекех, чылай япӑх перетӗп. — Кашкӑрсем тем каймаҫҫӗ-ха, — асӑрхаттарчӗ Огнянов. Улталамӑр-и? — тесе ыйтать. — Ҫук, ӗҫсе яман, — тет Том, — ултӑ пин доллар пӗтӗмпех упранать, ытларах та пулӗ-ха; аҫу санӑн унтанпа таврӑнманччӗ-ха. Юлашки хут эпӗ сире икӗ ҫул каялла, кунта килсен курнӑччӗ. Ҫапах та вӗсем каялла таврӑнчӗҫ. — Ай, мӗнле инкек килсе тухрӗ! — хуйхӑрма пуҫларӗ Куприяновна. Каҫпа тӳпе тасалчӗ. Куратӑн-и? вӗсем те, тӑванӑм… Ку ӗҫе нумай чӑрмавсем чарса тӑма, е кансӗрлеме пултарӗҫ, ҫапах та вӑл тӗлӗшпе пулмалли калаҫусем пӗтиччен кӗтмелле пулать. Анчах вӑл, паллах, хӑйне ӗҫ тупма кам пулӑшнине сисмест те… Яхнопа Озерова кӗтнӗ май, вӗсем салхуллӑн япӑх ҫанталӑк ҫинчен сӑмахларӗҫ. Виҫӗ сехетре картишне пӑхса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра хурал салтаксенчен пӗри темӗскер ҫине пырса тӑрӑннӑ. Фонарь илсе килнӗ те, вӑл Риварес иккенне курнӑ. Вӑл, ӑс-тӑнне ҫухатса, ҫул ҫинче выртнӑ. Сан аппу пит усал пулмалла? Упа ҫурисем пӗчӗк чухне вӗсене кулленех Кирила Петрович патне гостинӑйне илсе пынӑ. Унта Кирила Петрович, упасем патне кушаксемпе йытӑ ҫурисем ярса, сехечӗ-сехечӗпе аппаланнӑ. Магнита алмазлӑ цилиндртан ҫакса янӑ. Цилиндр стенисен хулӑнӑшӗ тӑватӑ фут, вӗсен ҫӳлӗшӗ те тӑватӑ фут пулать, цилиндр диаметрӗ вуникӗ фута ҫитет. Губернире ӑна, французсен паллӑ проповедникне асӑнса мар, бурдана асӑнса, Бурдалу тесе ят панӑ. Унтан каллех темӗн мӑкӑртатма тытӑнать: тен, вӑл ачисене ятпа чӗнет, анчах унӑн сасси ытла та хуллен тухнипе Тельмарш вӑл мӗн каланине уйӑрса илеймест пулӗ. — Сӗтел ҫине пама хушатӑр-и? — ыйтрӗ вӑл витӗмлӗн. — Миҫе ҫул кирлӗ пулӗ-ши, Том? — Тен, пӗр документри сӑмахсене ытти икӗ документри сӑмахсемпе хушса хума пулать пуль? — тесе ыйтрӗ майор. — Тӗрме ҫынни хӑйне тарма кирлӗ япалана вӑрлани айӑп шутланмасть ҫапла тума унӑн тивӗҫ пур; ҫавӑнпа эпир те тӗрме ҫыннине хӑтарма мӗн кирлине ҫак ҫуртра пӗтӗмпех вӑрлама пултаратпӑр. Эпӗ ӑна кӗҫӗр тӗлӗкре аллинче кинжал тытса тӑнӑ пек куртӑм. Тӗрӗс вӑхӑта эпир пурпӗрех нихҫан та пӗлес ҫук вӗт. Кунсӑр пуҫне тата, йӗри-тавра хӗрарӑм-тухатмӑшсемпе шуйттансем йӑшӑлтатса ҫӳренӗ чухне, кунта питех те хӑрушӑ ӗнтӗ. Хулара приговора стенасем ҫине ҫыпӑҫтарса тухнӑ, ӑна пурте пӗлсе тӑнӑ; поляксем пире, кашниех курса хӑратӑр тесе, кӑнтӑрла халах умӗнче ҫакса вӗлерме шут тунӑ. — Апла пулсан, кашни пӳлӗмшӗн ҫирӗмшер тенкӗ тивет-и? Качака тирӗ сарнӑ урайӗнче каччӑсемпе тупра хатӗрлекен хӑнасем ларса тухнӑ. Сана… мана юратма кичем пулмасть. Зеб вулама пуҫланӑ. «Ну, мӗнле те пулин ҫӑлӑнӗ». — Ах, мӗскӗн… Сӑмса кӑкне ҫитсен вара, мӗншӗн сӑмса вӗҫнех анас мар? Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем вырӑнне вӗсен куҫ умӗнче Атланти океанӗн шывӗсем сарӑлса выртаҫҫӗ, вӗсен хумӗсем пурпӗрех, тӗсӗсенчи уйрӑмлӑх кӑна пӑртакҫӑ сисӗнет. Темиҫе минут хушши вӑл чӗнмесӗр выртрӗ. Манӑн атте священник пулнӑ, а эпӗ — прохвост! Паровоз ҫуттине ҫул айккисенчи йывӑҫ мӗлкисем йывӑррӑн сулӑнса тухаҫҫӗ те ҫавӑнтах тӗттӗмре ҫухалса юлаҫҫӗ. Ку ӗнтӗ «Итлӗр!» тенине пӗлтерчӗ. Ӑна хӑй патӗнче тӑракан петлюровецӑн лаши сарайӗнчен ҫухалнӑшӑн хупса лартнӑ. Ку шыв, Камерон тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, Стэнли курса пӗлнӗ тӑрӑх, Заир е Конго шывӗн ҫӳлти пайӗ пулса тӑрать. Ашшӗ Яков патне пырса тӑчӗ. Яков Тарасовича ку сӑмах пӗртте юраман, вӑл йӗкӗтӗн пичӗ ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илнӗ те темӗнле йӑвашланнӑ сасӑпа:— Эсӗ калатӑн-и ҫакна? — тесе ыйтнӑ. Йывӑррӑн сывласа вӑл мелкене известь ӑшне чиксе, илчӗ те ҫӳлти хӑма тӑрӑх сӑтӑрчӗ, унтан тепӗр хут, татах тепӗр хут сӑтӑрчӗ те чарӑнса тӑчӗ: темӗн сарлакӑш сӑрламан хӳмепе танлаштарсан, шурӑ ярӑм нимӗн чул та мар-ҫке! Чунтанах хурланнипе вӑл йывӑҫ тавра тытнӑ карта ҫине упӑхса ларчӗ. — Япаласем пулнӑ, — куҫарчӗ тухтӑр. Анчах эпӗ, хам хуҫапа унӑн ҫемйине тата тусӗсене хисеплетӗп пулсан та, ҫапах та гуигнгнмсем ӑҫта та пулин пуҫпулса тӑнипе ехусем вӗсене пӑхӑнса пурӑннине ман тӑван ҫӗршывӑмри ҫынсем ниепле те ӗненме пултарайманни ҫинчен те каласа патӑм. Брем подполковник хӗрхенчӗкле те темле хӗрарӑмла куҫсемпе пӑхать, — ах, манӑн савнӑ Бремӑм, астӑватӑн-ши эсӗ эп санран вунӑ тенкӗ кивҫен илнине? Колпака уҫмалла, вираж тумалла, ручкӑна хӑвӑн патӑнтан тӗксе ямалла та — тухса сикмелле ҫеҫ. Хӗрӗн тути чӗтрет, шап-шурӑ шурса кайнӑскер, хӗвел ҫутинче шӗвӗ пӗлӗт ирӗлнӗ пек ирӗлнӗн туйӑнать. Ҫапла мар-и, Тарӑ? Мӗне кура хам пуҫӑма ҫиес? Ку, ахӑртнех, унӑн ял таврашӗнчи ансат та уҫӑмлӑ пулӑмсене сӑнама тата тӗплӗн виҫме-шутлама хӑнӑхнӑ тап-таса, сып-сывӑ ӑсӗ хӑйне вӗрентекен «сӑмахлӑхпа» чӑн пурнӑҫ хушшинчи ҫыхӑнусене ниепле уйӑрса, ӑнкартса илейменнинчен килет пулӗ, тем тесен те, ҫапла пулас. Тӑватӑ уйӑх каялла эпӗ, вӑл хушнипе, шхунӑна пӑрахса тухрӑм, командӑри вунвиҫӗ ҫын манпа пӗрле…» Христофор атте сасартӑк тем аса илчӗ те кӗленче курка ҫине ӳпӗнсе пӗрӗхтерсе кулса ячӗ, ӳсӗрме пуҫларӗ. Самани ҫавӑн пекрех пуль ҫавӑ халь, унтан пытанса юлмалли ҫук. Эпӗ тутасемпе Олеҫҫӑн витӗнкӗҫ ҫинче ним хускалми выртакан алли ҫумне ҫыпӑҫрӑм та ӑна шӑппӑн та вӑраххӑн чуптума пикентӗм. Тепӗр ирхине Лена яланхи пекех ир тӑчӗ, Таньӑпа Воропаев валли апат хатӗрлерӗ те хӑй колхозне чупрӗ. Унӑн сӑмси шӑтӑкӗсене пысӑк, куҫӗсене тулалла кӑларса турӑм, унтан мулкач тума шутларӑм. Бяла Черквара пӑлхав хускалчӗ тенӗ шухӑшӗ ӑна ҫӗнӗ вӑй-хал пачӗ, вӑл хӑйне ӗлӗкхи пекех хастарлӑн туйрӗ. Ӑҫта? Гленарван, Роберт, майор, Джон Мангльс удупа ӑшне кӗчӗҫ. — Эпир нимех те мар, тӳсӗпӗр, — сӑмах пачӗ Юргин.. — Хӗрарӑма. Кардинал тӗксӗмленчӗ. Давыдов ҫӑварӗнчи хӑй пӗлекен путӑка курсан, Федотка, ҫӑварне аллипе хупласа, ихиклетсе илчӗ, унтан, тем пекех савӑнса, йӑл кулчӗ. Ҫулла пулнӑ пулсан, эпӗ кукамая пуҫтарма кайма ҫавӑрӑттӑм, вӑл ача чухне те пуҫтарса ҫӳренӗ. Пирӗннисем ҫыранӑн сулахай енне куҫрӗҫ. — Ну, пуян-и вара эсӗ? Эпӗ халех ун патне ҫын яратӑп! Усала касса тӑкмашкӑн сирӗн ҫав таран ҫивӗч хӗҫсем ҫук, хӑватлӑран та хӑватлӑ усалран тарса пытанма сирӗн ҫав таран вӑрӑм урамсем ҫук. Арӑмӗ тӗрӗс каланине вӑл уҫӑмлӑнах ӑнланса илчӗ: ӑна пурӑнма, чӑнах та, кичем пулнӑ. Эпир столовӑйра лартӑмӑр. — Макар, эсӗ астӑваймастӑн ҫав, ачам! Ун чухне эсӗ хӑв калама ҫук хытӑ хӑраса ӳкнӗччӗ те, сӑйранах кайнӑччӗ, ӑҫтан аса илӗн! Пурте унпа килӗшрӗҫ. — Мӗнле япала-ха ку? — терӗ те, сӗтел ҫине тӑрӑшшӗ пилӗк дюймлӑ, сарлакӑшӗ виҫӗ дюймлӑ пергамент хутне тӳрлетсе сарса хучӗ: ун ҫинче урлӑ йӗрсемпе темӗнле ӑнланмалла мар кукӑр-макӑр паллӑсемпе ҫырнӑ. — Эй, ямшӑк! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, — пӑх-ха эсӗ: мӗн хури курӑнать ҫавӑнта? Вӑл ҫын ӗнтӗ ҫав ҫӗр-мӗн пулса иртнине пурне те пӗлме кирлӗ. Мана пӗчӗк няня улӑм пӗрчи пачӗ те, эпӗ унпа упражненисем сӑнӑпа тунӑ пек тӑваттӑм. Ҫамрӑк чухне мана ҫак ӑсталӑха вӗрентнӗччӗ. Часах темиҫе ҫын пырса кӗрет. Ҫав сӑмахсем ӑна хӑранипе ҫапла каланӑ пек илтӗнчӗҫ-ши?» — тесе шухӑшларӗ Алексей. Амӑшне вӑл паян ытти чухнехинчен вӑрӑмраххӑн кӑшкӑртнӑ пек туйӑнчӗ. Ку кун питӗ лайӑх иртрӗ ҫав Мускавра. — Пӗр каласан, ҫав экспедицире Николай Антоныч мӗн тунине пӗлесшӗнччӗ пулас-ха эсӗ. Хутора Лукич ҫӗрле тин таврӑнчӗ. Ҫыпӑҫусӑр япала. Пӑшалӗ ӗнтӗ капитанӑн сулахай аллинче хатӗрех пулнӑ, сылтӑм аллин пӳрни спуск ҫинче тӑнӑ. Виҫӗ ҫын пӗр харӑс ун ҫинелле пӑхрӗҫ, вара вӗсенчен пӗри ҫапла шухӑшларӗ: тен, Тихонпа манах ҫак тӑлӑха юлнӑ йытта унӑн ҫӗре чавса чикнӗ хуҫине хӗрхеннинчен ытларах хӗрхенеҫҫӗ пулӗ, терӗ. Ҫӗр айӗнчи тем пысӑкӑш кухньӑра чарӑна пӗлми акӑш-макӑш хӗрӳ ӗҫ пырать. Унта ҫирӗм ҫын ытла ӗҫлеҫҫӗ. Вӑл мана эпир горизонт тӑрӑх шутласан икӗ ҫӗр километр кайрӑмӑр тесе пӗлтерсен, — эпӗ тӗлӗнсе кӑшкӑрса ямасӑр чӑтаймарӑм. — Пальтона тыт-ха. Тархасласа йӗни чарӑнкаланӑ хушӑра пушар лӑпкӑн ҫатӑртатни илтӗнет. Ну, мӗн чухлӗ? «Сана мӗн те пулсан кирлӗ-и?» — Салтаксем, пушмакӑрсене хывӑр, — хушрӗ Говэн. — Мӗнле каччӑ ҫинчен калаттӑр эсир? — тесе ыйтать судья. — Эпӗ, ваше превосходительство, ӑнланаймастӑп, мӗнле тума пулать-ха кун пек, — терӗ пӗр ҫамрӑк офицерӗ. Меркурий Хӗвелпе ытла та ҫывӑх планета; Аллусем те лайӑх… анчах пысӑк; апла пулсан, урасемпе илес пулать. Пӗрмай пӑхать, йывӑҫ мӗлки вӑрӑмланмасть-ши, анма пуҫланӑ хӗвел хӗрелме тытӑнмасть-ши, мӗн чухлӗ ытларах кӗтет, ҫавӑн чухлӗ чӑтӑмӗ сахалтарах. Апла пулин те, унӑн чунне шута илсе ӑна хисеп тусан, — ун умӗнче хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче тӑрсан, хӑйне «сирӗн величество» тесе чӗнсен, сӗтел хушшинче малтан апат ӑна лартса парсан, вӑл хушмасӑр ун умӗнче ларма хӑймасан — ӑна ҫӑмӑлрах иккен. Ҫитсессӗнех манӑн казак темӗнрен сехӗрленнине асӑрхарӑм. Улӑпла нумай-нумай ҫӑмарта ҫӑлтӑрсен уҫлӑхӗнче ҫухалнӑ, нумай-нумайӑн Марс ҫине ӳксе арканнӑ. Ҫакна курсан, старик ахӑлтатса кулса ячӗ. — Чуптар! Фаллус! Ыйӑх килмест. Ним именсе тӑмасӑр, кистьпе пӗрре сулса илнипех вӑл хӗре темиҫе хутчен пуҫне ҫӗклеттерчӗ, лешӗ юлашкинчен тӑтӑшах хускалкалама пуҫларӗ, йӑлтах ывӑнса ҫитрӗ. Хӑйсем койка сеткисенчен ярса тытнӑ; сӑмах хушса илме ниҫтан майне пӗлмесӗр вӗсем пӗр сӑмах чӗнмеҫҫӗ, сывлӑшра явӑнса ҫӳрекен тӑвӑл йыхравҫисем ҫинчен, шторм пулассине килсе йыхравлакан усал хыпарҫӑсен ушкӑнӗ ҫинчен куҫӗсене илмеҫҫӗ. — Эпӗ килӗшетӗп, — терӗ Симурден. Эсир, ачасем, мана ан ӗненӗр, ҫавна эпӗ чӑнласах мар, ыйхӑ килменнипе кӑна каларӑм. Эпӗ вара: пур ҫын та хӑйӗн ӗҫӗсене ҫакӑн пек лӑпкӑн туса пырас пулсассӑнччӗ! тесе шухӑшларӑм. Рада шкул ачисене парта хушшине ларта-ларта тухнӑ май, хӑй куҫ кӗрет вӑтанса, хӗрачасене темле канашсем парса пӑшӑлтатрӗ. Парӑр мана хам ачамсене! Ҫиекенӗн сӑнӗ ерипен хӑмӑрланса пырать, хӑлхисем кӑвак тӗслӗ пулса каяҫҫӗ, путса кайнӑ куҫӗсем шӑмӑ лапчӑкӗсем ӑшӗнчен тухаҫҫӗ, вӑл йывӑррӑн сывлать, анчах унӑн янахӗ паҫӑрхи пекех вылянса тӑрать. Ҫакӑн пек чаплӑ, пысӑк, шалтах тӗлӗнтерсе яракан картинӑна темле ӑс та шухӑшласа кӑларма пултарас ҫук! — Эс кунта ӗҫрӗн, ну, тав турра! Унтан вӑл урисене хуҫлатса лапчӑнчӗ те, профессорӑн вӑрӑм урисен хушшинчен вӑштах шуса тарчӗ. Пичче, Редоссри Колосс кӗлетки евӗрлӗскер, икӗ чул ҫине тӑрса юлчӗ… Манран телейлӗрех хӗрарӑм нихӑҫан пулман, пулмӗ те. Тав тӑватӑп сана, ман патшам, ман савнӑскерӗм, ман чеченӗм. Фратю господинӑн пӗчӗкҫӗ пит-куҫӗ хӑранипе путса кӗнӗ пек курӑнчӗ. Вӗсем ман чи лайӑх эрехсене юхтарса кӑларӗҫ. — Айӑплӑ эпӗ, тет, — аран ҫӑварне уҫса, тенӗ те Фома, питне чалӑштарса кулса илнӗ. Килӗшетӗр-и, эпӗ сире болгарла кӗнекесем илсе килсе парӑп? Акӑ вӑл ӗнтӗ хапхаран кӗрсе, куҫран ҫухалнӑ. — Ӑна пула мучу сана кутӑруҫӑн сахал хӗнерӗ-им-ха? Сирӗн сӑнӑртанах йӑлт паллӑ, кӗнеке вуланӑ пекех. Манӑн сире аппаратпа паллаштармалла. Вӑл яланах тӗрлӗ хӗрарӑмсене юрата-юрата каятчӗ, пурин ҫинчен те вара пӗр пек сӑмахсемпех калатчӗ: — Тӳрех калатӑп: арӑм мар, хӑйма ҫинчи чечек пек, туршӑн та! — тетчӗ. Ҫулсӳревҫӗсемпе ларса пыракан хӗрарӑмсене пӗрре ҫеҫ мар лашасем ҫинчен анма тата фургон ӑшӗнчен тухма тӳркилчӗ. Эпӗ куртӑм ӑна. — Куҫлӑхӑм килеймерӗ-ҫке Америкӑран, ҫавӑнпа ӑна кураймарӑм та. Капитанӑн сылтӑм алли айӗнче авланнӑ чух илнӗ ҫӗрӗ пурччӗ, ҫӗрӗ кӑшӑлӗн шал енне М. Т. тесе лартнӑ инициалсем пурччӗ. Ҫавӑнпа Гремячири колхозра асар-писер ӗҫсем пулса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ. — Монсиньор Монтанелли хайне Римра сӗннӗ вырӑна йышӑннӑ пулсан, Риваресӑн ӑна улталама кирлӗ мар пулнӑ пулӗччӗ. Ӗнтӗ вӗсем ал вӗҫҫӗн ҫапӑҫма пуҫларӗҫ, козак ҫӗнтернӗччӗ те, вӑл ӑна, авса, туроксен ҫивчӗ ҫӗҫҫипе кӑкӑртан чикрӗ. Эсир ирӗке кӑларса ярсан та, вӑл ура ҫинче тӑма пултараймӗччӗ. Анчах, граната тытнӑ хӑрушӑ ҫынна курсанах, темиҫе алӑ сасартӑк ҫӳлелле ҫӗкленет. Ҫурт енчен, ҫулҫӑпа витӗннӗ ҫул тӑрӑх, хаяррӑн вӗрнипе пӗтӗм сада янратса, ун патне пысӑк йытӑ чупса пырать. — Мӗншӗн Иерусалима кайма шут тытнӑ-ха вӑл? — терӗ учитель, ман сӑмахсене тепӗр хут каласа. — Халь ӗнтӗ, пӗрре тӑмах панӑ-тӑк, памасан юрамасть! Манах евӗрлӗ кӗлеткесем, кӑштах шиклентерекенскерсем, каҫӑн ҫутӑ хӳми ҫинче тӗксӗмреххӗн палӑраҫҫӗ, йывӑррӑн пӑхаҫҫӗ. — Фома, аванмарланса, пуҫне чикнӗ. — Quelle bourde! — мӑкӑртатрӗ Николай Артемьевич шӑл витӗр. Тухтӑр пӑр хума хушрӗ. Офицерсемпе казаксем хӑйсем хушшинче хӗрӳллӗн калаҫаҫҫӗ, хӗрарӑмсем тӗрлӗ сӑмахсем каласа йӗреҫҫӗ. Мана сивӗ пулчӗ, эпӗ шӑла шаккасах чӗтре пуҫларӑм. Ҫил чи пӗчӗк пир татӑкне те татса ывӑтнӑ пулӗччӗ. Вӗсем кӑшт ҫеҫ сисмелле кулса пӗр- пӗрин ҫине пӑхнине эпӗ ҫавӑн чух асӑрхаса юлтӑм, халь ҫавна аса илсен — хӑраса кайрӑм. Унта ҫитсен, тен, паян каҫах спектакль лартса пама тивет пулӗ-ха. — Астӑватӑр-и эсир эпе Ленинградра чухне иксӗмӗр хире-хирӗҫ янӑ ҫырусене? Пӗррехинче яра кунах ҫакнашкал асаплансаччӗ вӑл, мӗн пулнине каҫкӳлӗм тин аса илчӗ: кӑнтӑрла, станцинче, рельсӑсем урлӑ каҫнӑ чух, пӑравус кӗтмен ҫӗртенех хыттӑн кӑшкӑртса ячӗ те хӑлхине хупласа лартрӗ, хӑратса пӑрахрӗ, унӑн хӑй сисмесӗрех кӑмӑлӗ пӑсӑлса кайрӗ; анчах аса илчӗ те — ӑна ҫийӗнчех ҫӑп-ҫӑмӑл пулса тӑчӗ, хаваслӑччӗ те-ха. Халӗ вил! Ну, тытӑн, пулӑш ҫавсене, — терӗ вӑл, казаксем еннелле ҫаврӑнса. Мунча хутнӑ хушӑра Марийка Андрее хӑй патӗнчен вӗҫертмерӗ. — О, Генри, вӑл мӗнле лайӑх ҫын пулнине эсӗ пӗлес пулсан! Чӳрече кӗленчисене урамри ӳсӗрсен шӑв-шавӗ пырса ҫапӑнать. Ну, мӗн тумалла-ха кунта? Пӳрт ҫуннӑ вырӑнта, ванчӑк кирпӗч куписем хушшинче, вутра ҫунса кукӑрӑлкаласа пӗтнӗ шуҫ татӑкӗсемпе вутпуҫҫисем хушшинче пӗр вырӑсла кӑмака хӑватлӑн ҫӳлелле карӑнса ларать. Унӑн ҫинҫе куҫ харшисем кӑштах хускалса илеҫҫӗ, куҫӗсем чеен ҫиҫсе тӑраҫҫӗ. — Vaften, — терӗ ӑна хирӗҫ сунарҫӑ. Каварлашакансем хӑйсен ӑслӑ юлташӗ кӑтартса панисене пӑхӑнма сӑмах параҫҫӗ. Темле чечексем ҫине пуса-пуса, ача стена ҫумне пычӗ, питне пӗр тӗнни ҫумне тытрӗ те шӑхӑрса илчӗ. Полк командирӗпе Осадчий хушшинче кирек мӗнле вӗренӳре те сасӑ тӗлӗшпе тӑтӑшах юратуллӑ ӑмӑрту пула-лула иртетчӗ. — Павел ун еннелле ҫаврӑнчӗ. Ырӑ юрӑ юрласан — йӗретӗн эс… кам та пулин ирсӗр ӗҫ тусан — хӗнетӗн ӑна… Вӗсем тата тепӗр ҫур сехете яхӑн тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен калаҫкаласа ларчӗҫ, унтан Андрей тухса кайрӗ, Нагульнов вара хӑй тӗллӗн вӗренмелли кӗнеки ҫине тирӗнчӗ. Манӑн ут тункатасем урлӑ сике-сике пырать, ӑмӑрӗпе туратсемпе йывӑҫ тӗмисене сирсе вӗҫет. Мӗн каланине ҫынсем пӗлмен, ҫавӑнпа сеттльментре пурнакансем ӑна пит пӗлесшӗн ҫуннӑ. — Вӑрлама юрамасть, — терӗм эпӗ ӑна. Вӗри пуля ӑна ҫурӑм шӑмминчен пырса лекрӗ те, вӑл вара лаши ҫинчен пӗрсе анчӗ. Унӑн кашни тумлам юнӗ ҫапӑҫӑва кӗресшӗн ҫунатчӗ вӗт-ха! — Ҫук, хӑвӑр ҫинчен те калӑр, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Ача-пӑчасем кӑна ухмахлансан татахчӗ-ха, ҫук ҫав, хӑшпӗр хӗрарӑмсем, те вӗсем ҫумне хутшӑнаҫҫӗ. Чӑн-чӑн тусӑм манӑн хам таврашрах пулнӑ иккен, ӑна тӗл пулсан ыталаса илме, Катя патне ҫырнӑ ҫырусенчен ярса ӗлкӗрейменнисенче мӗн-мӗн ҫинчен каланине ӑна пӗтӗмпех пӗлтерес тесен, катер ҫине лармаллаччӗ те ун патне ҫитме ҫирӗм минут ишмеллеччӗ. Хамӑрӑн йӑха тӑшмансенчен сыхлас тесен, сирӗн пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнмалла. Каҫ пулас умӗн Ерофей Кузьмич Марийкӑна колхоз картишӗнче тӗл пулнӑ та тӳссе тӑрайман, хыттӑнах калаҫма тапратнӑ: — Пирӗн йӑха тиркетӗн пулать эппин? — Аван мар ку, анчах инкек мар! — йӑпатрӗ мана Дмитрий. — Ма-ха эсир ҫак хваттертен куҫса каймастӑр? Кама та пулин лартса хӑвартӑр пулӗ-ха Симферопольте. Уйӑрӑлчӗҫ. Ну-ка, ҫӑварна кар-ха! — вара савӑнса кӑшкӑратчӗҫ: — хыпса янӑ татӑкне, ав шӑлӗсем хушшинче тӗпренчӗксем курӑнаҫҫӗ! …Ӗҫлессине эпӗ хавассӑн ӗҫлеттӗм, — пӳрт ӑшӗнчи пылчӑка пӗтересси, урай ҫӑвасси, йӗс савӑт-сапа, отдушниксем тата алӑк хӑлӑпӗсем тасатасси ман кӑмӑла каятчӗ; килӗштернӗ чухне хӗрарӑмсем ман ҫинчен ҫапла калатчӗҫ: — Тӑрӑшаканскер. — Ку ялик пире кирлӗ пулма пултарӗ, — терӗ Гленарван. Ывӑлна хуш: ман хӗҫе, пулемета, дисксене, пирӗн винтовкӑсене иккӗшне те халех кизек айне шанчӑклӑ пытартӑр. Вӑл унран вӑтаннӑ та, хӑйне хӑй чарнӑ та пулӗччӗ — анчах вӑл апла тума пултараймарӗ! Ӗлӗкрех вӑл этем шухӑшӗ текен яланхи питӗ ансат япаларах мӗнешкел савӑнӑҫсем, мӗнлерех пысӑк хӑват та мӗнле тарӑн кӑсӑклӑх пытарӑнса тӑни ҫинчен сӗмленме те хӑю ҫитереймен. Унӑн сӑн-питӗнче вӑл сасартӑк тарӑхни палӑрчӗ; вӑл кӑшт ҫӗкленчӗ те пӑлхансах, хӑвӑрт-хӑвӑрт калама пуҫларӗ: — Кайӑр, кайӑр, кайӑр!.. Анчах рифӑн хура тӑрнашки халӗ те шыв ҫинче чӗтренсе тӑрса тӗлӗнтерет. Пуринчен ытларах вӗсем туслӑх ҫинчен, пӗр-пӗринпе ырӑ кӑмӑллӑ пуласси ҫинчен, тӗрлӗ йӗркесемпе пурнӑҫа аванлатмалли майсем ҫинчен, хӑшпӗр чухне тата ҫутҫанталӑкра пулса иртекен чаплӑ явленисемпе авалхи преданисем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Унӑн тути йӗрӗннӗ пекле кӑшт ҫеҫ кулнӑ пек пулчӗ. Инҫетрен ҫил хӑваласа килнӗ ҫутӑ пӗлӗтсем, аял хӗррипе кӑвакрах тӗслӗскерсем, горизонтран тӳрех ҫӳлелле, шурӑхса кайнӑ тӳпенелле улӑхаҫҫӗ. — Ну, Мосев мӗнле? — ыйтрӗ старик. — Ҫук, калаҫмасӑр ларма мана йывӑр. Хӑшпӗр чух эпӗ Павӑлпа пӗрле ун патне улӑхса каяттӑм, — вӑл ирӗксӗртерех шӳт тӑватчӗ: — Мӗнпе хӑналаса ярас, хаклӑ хӑнасем? Вернерӑн чӗлхи усалччӗ: унӑн эпиграммине итленӗ хыҫҫӑн хӑш-пӗр ырӑ кӑмӑллӑ ҫын та тӑр-ухмах ятне илткеленӗ; унпа хирӗҫлекенсем, шывпа сиплекен кӗвӗҫ медиксем, Вернер хӑй сыватакан чирлӗ ҫыннисенчен кулса карикатурӑсем ӳкерет, тесе элек сарнӑ, — чирлӗ ҫыннисем вара ҫилленнипе пурте тенӗ пекех унран сивӗннӗ. Вӑл йӗпе мӑк ҫийӗпе шӑвать. Унӑн кӗпи-йӗмӗ шывпа исленчӗ, вӑл хӑй те сивӗпе чӗтреме пуҫларӗ, анчах вӑл ӑна-кӑна асӑрхамарӗ. Тата — чи ҫӳллӗ савӑклӑх-рехетлӗх, киленӳ. Аттемпе аннене — ылхан! — Хӑҫан каймалла сирӗн? — ыйтрӗ Джемма. Лашасем вӗҫтерсе кайнӑ. «Эпир» тесе хӑйпе ун пирки каланиех мана уртарса ячӗ. Эпӗ Сирӗн пата ҫырнӑ ҫырура мӗн каланине Я. Л-ча пӗлтерӗр тата ӑна халех ҫакӑн ҫинчен ҫынсене ӑнлантарса парас ӗҫе тапратса яма хушӑр. Сывӑ пулӑр-ха эппин халлӗхе! — Сывӑ-и, юлташ! Мӗнле, уроксем нумай пачӗҫ-и? — Кашни ҫынах хевтине, пултарулӑхне ҫухатма пултарать, — терӗ малалла Васютин. Кашни кунах эпир пӗр татӑк математикӑран, пӗр татӑк ҫар наукинчен вӗренетпӗр — артиллери акӑ, тӗрӗс, мана парӑнасшӑнах мар: йӑлт темле кӑмӑла килмен формулӑсем, уйрӑммӑнах баллистикӑра, — унтан пӗрер татӑк уставран илетпӗр. Вӑл хупаха ӗнтӗ шуйттан ӑрӑвӗ кайран та чылайччен хӑй шучӗпе юсакаласа пурӑнчӗ. Вӗсем хӑйсем кӑна чӑн-чӑн ҫын пек, ыттисем пурте — никам та мар пек лараҫҫӗ! — Пур… — шӑппӑн ответленӗ Фома. — Сана мӗн? Илемлӗ те-ҫке. Халӑх пӗр ҫӗрелле тачӑрах пӗтӑҫсе тӑчӗ, Павел ялава сулса илчӗ, вӑл сывлӑшра сарӑлса илемлӗн вӗлкӗшме пуҫларӗ, ӑна хӗвел ҫутатрӗ, вӑл хӗп-хӗрлӗн те сарлакан йӑлтӑртатрӗ… Вӑл макӑрас ҫук. Сасартӑк ӑна тытсан?… Эпӗ нимрен ытла ҫак чӑнлӑхшӑн анчах тӑрӑшрӑм, хам нумай вӗреннипе те, лайӑх ҫырнипе те мухтанас тесе тӑрӑшмарӑм. Телейсӗр пуласлӑх? — Кам тунӑ-ши ҫав ӗҫе? — ыйтрӑм эпӗ. Апла пулсан, ӑна калас пулать: вӑл пулӑшнӑшӑн эпир пурте питех те хавас пулӑпӑр. — Ҫакӑ анчах-и? — ыйтрӗ Кирила Петрович. Индире пурӑнакан халӑха индийцӑсем теҫҫӗ, Вест-Индипе Америка материкӗнче мӗн ӗлӗкрен пурӑнакансене индеецсем теҫҫӗ. Ҫапла питӗ пысӑк океанпа уйрӑлса тӑракан халӑхсене Колумб йӑнӑшӗпе пӗр евӗрлӗ ятсемех панӑ. Вӑл хӑйӗн роти патне тухма васкарӗ; Портретӑн тӗсӗ кайнӑ, ача сӑн-питне сӑнамашкӑн пушшех те ҫӑмӑл мар. Ҫав чулсем ӳкнӗ ҫӗртен чӑнкӑ ту хӗрринчи стенаран ҫакланса юлман пулсан, тинӗсе персе аннӑ пулсан, ҫӗнӗ утравсем пулса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Вӗсене эпӗ Энскпа Мускав хушшинче те вуланӑ, чӑнах та мӗнле манма пултарнӑ-ха эпӗ вӗсене? Эсир тапӑнакан колоннӑпа пӗрле каятӑр вӗт. — Хӑвӑр калӑр ара эсир, — терӗ капитан. Эсир акӑ ахӑрса ларатӑр, а хула ҫывӑхӗнче икҫӗр юлташ вилсе выртнине, ӗмӗрлӗхе пӗтнине пӗлместӗр… Ӑна ҫав шӑрӑх пиркиех тытса тӑчӗҫ — шӑрӑх иртсе кайсан ӑна сада кайса акаци сулхӑнӗнче кофе ӗҫме сӗнчӗҫ. Ҫавна май шӑрӑха пула унӑн пуҫ миминче те темле лайӑх та хаваслӑ шухӑш хытса ларнӑн туйӑнать. Авторӑн килти хуҫалӑхӗ, вӑл гуигнгнмсем хушшинче те телейлӗ пурӑнни. — Сирӗн сахалтарах ӗҫеҫҫӗ-и? — ыйтрӗ арӑмӗ. — Тепрехинче вӑл хӑй пек кутилӑсен компанипе пӑрахут ҫинче пынӑ. Арҫын вӑраххӑн кӑна сухалне шӑлкаласа илчӗ. — Эсӗ тӑнсӑр каччӑ мар, хутла пӗлетӗн, сана булочник пулса пурӑнма килӗшет-им? — Сана Тускуб ячӗ-и? — ыйтрӗ Лось. — Аха, аха, аха! — пӑшӑлтатать Лось. Ҫакӑн хыҫҫӑн, пӗр кун, Том ним маршӑнах мана ӳпкелемелли сӑлтав тупрӗ — эпӗ негрсен пахчинчен пӗр арбуз йӑкӑртса тухса ҫисе янӑччӗ те. Ҫавӑншӑнах вӑл мана негрсене вунӑ цент кайса партарчӗ, мӗншӗнне ӑнлантарма та хушмарӗ. — «Акӑ — хӗрӗме илсе килтӗм сирӗн пата, ваше благороди» — тесе ответлет мужик… — Эсир ытлашши нумай ром ӗҫнӗ. Сире, эпӗ малтанах каланӑ пек, тытамак ярса илнӗ. Вара мана, хӑмӑн кӑмӑла хирӗҫ пырсах, сире тупӑкран туртса кӑларма тиврӗ. Кирлӗ пулсан, вӗсемпе пӗрле пӗр пӑт мар — михӗ тӑвар ҫисе ярӑп та, мӗнле пулсан та ҫав-ҫавах пӗлсе ҫитӗп, факт!» — шухӑшларӗ вӑл. Юлашкинчен вара, вырӑс пики мӗн ыйтнине ӑнланса илсен, вӑл хӑй сӑмахӗсене пӗр-пӗринчен уҫҫӑнах уйӑрса ҫапла ыйтрӗ: — Кам пулать вӑл? Ҫавна пула ҫеҫ ӑна улӑп пек ҫӗкленсе килнӗ хум та тымарӗпе кӑкласа каяйман. — Мӗскӗн эпӗ, мӗскӗнӗн шӑпи ман шӑпа, — терӗ Дубровский, йывӑррӑн хашлатса илсе… Наукӑсене пурне те алла илме тӑрӑш тата. Яков Лукич, пасарсем тӑрӑх ҫӳриччен ҫак уҫӑ кӑмаллӑ хатӗрлевҫӗсенчен ытларах илме пуласса шанса, куҫ харшине пӗр чӗнмесӗр хыҫса илчӗ, унтан вара хаклашма юратакан ҫынсем пек, ҫапла тавӑрчӗ: — Сутмалли тына пӑру ҫук манӑн. — Ҫук, кукка, эпӗ ҫакна чӑнах калатӑп. Кай, кай, пире мӗнпур пеккине сӗтел ҫине лартса пар. Йӑмӑка эпӗ ҫав тери хытӑ юрататтӑм. Тепӗр тесен, кӳмине эпир унсӑрах курма пултаратпӑр. Вӑл ӑна хӑйпе пӗрле илсе кайман пулӗ-ха. Эй, кам унта? — Леш пӗчӗк хӳшӗре, кӗл купи патӗнче. Палашка, леҫсе хур хӗҫсене чӑлана. Пӑх-ха эс! Ҫук, чӑн-чӑннипе кала эс. Профессоршӑн пулсан, ку нимӗнех те мар пек туйӑннӑ, анчах эпӗ хам океан шывӗсем айӗнче ҫӳрени ҫинчен шухӑшласа пӑртак шикленнӗ пек пултӑм. Вӑл хӑйӗн кофта ҫаннисене хӗрелсе кайнӑ атӑ кунчи сӑранӗпе ҫӗлесе тухнӑччӗ, ҫавӑ ӑна алӑсене чавсасем таран ҫаралтармасӑр, ҫанӑсене йӗпетмесӗр ҫума май паратчӗ. Ашшӗ пулнӑ пулсан, вӑл ӑнланӗччӗ. — Пӗлместӗп… пурпӗрех мар-и! Эп сана каламастӑп. — Ҫук, кирлӗ мар, тавтапуҫ, — Леноре фрау куҫӗсене сӑмса тутрипе шӑлса илчӗ те тата хытӑрах йӗрсе ячӗ. Назанский вара, хай шухӑшӗсене саспа тӑсать тейӗн, ҫавӑнтах калаҫма та пуҫларӗ: — Ҫапла, вӗр-ҫӗнӗ, тӗлӗнсе каймалла чаплӑ вӑхӑт килсе ҫитет. Эпӗ ҫавӑн витӗр, ҫара ҫерҫи пек, вӑшлатса пӳрте сирпӗнсе кӗтӗм, йӗри-тавра пӑхкалатӑп — пӳлӗмре никам та ҫук. — Эсӗ манран «эсӗ ӑна качча илме шутлатӑн-и», — тесе ыйтатӑн-и? — ыйтрӗ вӑл манран, каллех хӗрелсе кайса, анчах ҫаврӑнчӗ те мана куҫран хӑюллӑн пӑхрӗ. Турӑ пулӑштӑр сана, хӑвӑн пурнӑҫу — хӑвӑн ӗҫӳ! Пулли епле кӗрет… Пилӗк тенкӗ илме пултаратӑн. Ӑнланатӑн-и? Манӑн кайма вӑхӑт ҫитнӗ. — Ҫапла вӑт, — терӗ вӑл, — Ольховкӑна кайма кирлӗ мар. Арҫын ачасемпе хӗрачасем, пӗр-пӗрне хӑваласа, тӗттӗмре йӗри-тавра чупса ҫӳреҫҫӗ. Мӗнле пуҫламалла — эпӗ ӑна пӗлеймерӗм-ха. Гленарван, майор, Паганель тата Роберт яхта стихийӑпа мӗнле кӗрешнине хавасланса та хӗрсе пӑхаҫҫӗ. Пирӗннипе питех пуяймӑн! — Ҫулла ара, утӑ ҫулмалли машинине икӗ кунлӑха пачӗ те, манран шӑнкӑртах вунӑ тенкӗ сӑптӑрса илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫсене вӗсем вӑтӑр сехет хушши коптить тӑваҫҫӗ. Ирхи вунӑ сехетре Гусев Тускуб керменӗнчен Соацерӑна вӗҫсе кайрӗ: борт ҫинче — авиаци картти, хӗҫ-пӑшал, ӗҫме-ҫиме тата алӑ гранати ултӑ штук, — вӗсене вӑл Лося систермесӗр Петербургра чиксе хунӑччӗ. Макҫӑм пуҫне уснӑ та шухӑшлать: «Тӗрӗс, вӑл куракан пулчӗ… — Ҫумӑрсем ҫума тытӑнсан — ӑҫта кайса кӗрес? Ну, мир — пӗтерӗпӗр. Вӑл урса кайнипе ури ҫине сиксе тӑчӗ те ҫак сутӑнчӑк ҫынна чӗрӗ хӑварас тесе секретарь ҫӑвар уҫса калама хӑйни ытла та тӗлӗнтерет, эсир тунӑ пулӑшусем сирӗн тунӑ айӑпа тата ытларах йывӑрлатаҫҫӗ, терӗ. Пуртти пылчӑк ҫинех выртса юлчӗ. Анчах вӑл иккӗленсе тӑнӑ хушӑра турӑ лаша ҫавӑнтах чӑтлӑха кӗрсе кайнӑ. Вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра Мэри пӗрре те унӑн аллисене хӑйӗн пӗчӗкҫӗ аллисенчен ямарӗ. Путсӗрсем! Ҫӗр каҫма ансат ҫеҫ хатӗрленчӗҫ. — Вӑл асатте, — хушрӗ хӗр кулкаласа. Антунӗ лашасене ҫапрӗ те, вӗсем картишӗнчен тухса кайрӗҫ. Ҫил тухрӗ. — Вӑл пӗччен килмерӗ, — терӗ Мӗкӗте. Озирис ӳчӗн мӗнпур пайне тупнӑ Изида, пӗрне ҫеҫ, амалӑх варне пӗтӗҫлентерекен, ӗмӗрлӗхех ҫӗнӗ пурнӑҫ туса паракан таса Фаллуса кӑна тупайман. Апла пулсан вара пирӗншӗн унӑн усси те ҫукчӗ. Халӗ сан ӑна ватмалла пулать ӗнтӗ, — вӑл ҫавах та хваттере уҫах хӑварнинчен лайӑхрах. Вӑл савӑк пулас тенӗ чухне унӑн савӑнӑҫӗ темле тӗлӗнмелле пулса тухать — те хӑйӗнчен хӑй, те хӑйпе калаҫаканран, те пӗтӗм ҫут тӗнчерен кулать, хӑйӗн вара унашкал кӑмӑл ҫук та пулӗ. — Тӗлӗнмелле, — терӗ кӑшт кулса Воропаев, — вырӑс чунӗн сӑнарне балетра… тупрӑр пулать. Горизонт тӗтре евӗр тӗтӗмпеле туртӑннӑ. Унтан кӑвак ҫӳҫлӗ, сиксе тухас пек пӑхакан куҫлӑ, мӑйӑхлӑ та кӑмӑллӑ ҫара пуҫ курӑнчӗ. Пирӗн ара, Яковпа арӑмӗ, мана ҫӑраҫҫипех питӗрсе усраҫҫӗ-ҫке… Лось ҫар киммине улӑхса ларчӗ. Хумпа ӑнӑҫлӑн кӗрешес тесен, пысӑк кимӗ кирлӗ. Анчах крейсерсем ҫумӗпе пӗчӗк кимӗ ҫеҫ вӑрттӑн иртсе кайма пултарать. Давыдов хӑй Макара пурӑнма кансӗрленине лайӑхах туять, анчах малтанхи кунсенче ларма-тӑма пӗлмесӗр чӑрманса, чӗресене хускатса чупса ҫӳренине пула, хваттер шыраса тупма, темле, вӑхӑт та тупӑнмарӗ. Оленин хӑйӗн хуҫисем патне, сад пахчине, таврӑннӑ тӗле хӗвел сад пахчи картисем хыҫне пытанчӗ те хӑйӗн сапаланчӑк пайӑркисемпе витӗр курӑнакан ҫулҫӑсем хушшинчен йӑлтӑртатрӗ. Сывлӑмпа йӑлтӑртатакан ешӗл тинӗс пек кӗрхи тулӑ пусси пуҫланакан касӑ тӗлӗнче нумайччен тӑрать вӑл. Кукушкин — купец, тесе ӗнентерчӗ, Мигун помещика хӳтӗлерӗ, унӑн янравлӑ тенорӗ Кукушкинӑн сапаланчӑк сӑмахӗсене ҫӗнтерсех пычӗ. Сӑмах ваклама юратман Талькав чӗлпӗрне Таукӑн мӑйӗ ҫине пӑрахрӗ, ҫула тупса пыма лашине шанчӗ! Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кун та иртрӗ, анчах еху пурпӗрех хӑйӗн пурлӑхӗ ҫухални ҫинчен манма пултараймарӗ, вӑл апат ҫимесӗр, ҫывӑрмасӑр, нимӗн ӗҫлемесӗр пурӑнчӗ. Ку ҫӗр ҫинчи кукӑр-макӑр ҫыранлӑ тинӗс пекех пулса тӑчӗ, анчах кунта пуш-пушӑ, йӗри-тавра питех те тискер. Ку вӑл вакханкӑсен ушкӑнӗ юрласа, кӑшкӑрашса чупать. Чӗлхесӗрри ӑна премӗкӗсене кӑтартрӗ те каллех савӑннипе мӗкӗрсе илчӗ. — Половцев шӑппӑн кулса илчӗ. Вара йывӑҫсен тӳлек каҫ иртнӗшӗн макӑрнӑ пек, вӗсен сулхӑнпа нӳрлӗхрен уйӑрӑлас килмен пек, вӗсем кӑнтӑрлахи ҫунтаракан шӑрӑхпа хирӗҫ пуласран хӑранӑ пек туйӑнса каять. — Питӗ хитре, — килӗшрӗ Ромашов. Вӑл кивҫен ыйтма пыракансене ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла хӑрушӑ условисем сӗннӗ пулать, кайран ҫав телейсӗр ҫынсем ун ҫинчен нихҫан та никама та каласа пама пултарайман; унӑн укҫисен хӑйсем енне туртакан темле хӑват пулнӑ теҫҫӗ, вӗсем хайсене хӑйсемех хӗрсе кайнӑ, вӗсем ҫинче темле паллӑсем пулнӑ… пӗр сӑмахпа каласан, ун ҫинчен нумай хыпар ҫӳренӗ. Марийка урапа патне пычӗ, пуҫ ҫинчи тутӑрне тӳрлетрӗ. Каласа парӑр! Пире венчет турӗҫ. Анчах хӑй темле виҫесӗр телейлӗ иккенне туйнӑран, вӑл ҫав тери ывӑннине те, ыратнине те сиссех каймасть. Егорушка калаҫакан ҫыннӑн мрамор пичӗ ҫине пӑхрӗ те ку вӑл Дениска пулнине аса илчӗ. Вӗсем каллех ҫула тухнӑ. Акӑ мӗншӗн иккен ҫав ҫуртсем. Чӑнлӑха пытарма кирлӗ вӗсем… — Мӗнех тӑвас-ха, мана хама та йывӑр; анчах уйрӑлмах лекет пулсан, мӗн тумаллине пӗлӗп… — Почта мӗнле вара? Палламан ҫын алӑк умне тӗршӗнчӗ те, шӑшие сыхлакан кушак пек, алӑка сӑнаса тӑчӗ. — Апла пулсан — ҫӗнтерӳсем тума сунатӑп. Метеорит хыҫҫӑн «ҫӗнӗ йӗр тӑрӑх» кайнине пула темиҫе пин катӑк тупма май килнӗ, мӗнпурӗ 40 тонна чул пухнӑ; чи пысӑк катӑк 1.745 килограмм туртать. Ай, ай, ай! сасси епле! Тарасси ҫинчен шутламалли те ҫуккине Дик Сэнд ҫавӑнтах ӑнланчӗ. Шыв тулни Независимость форчӗ Атланти океанӗн хӗрринчен ҫӗр аллӑ мильре ларать. Ку вара Свербыгуз козак пулчӗ. Кӑшкӑрашу, ахӑлтату пуҫланса кайрӗ. — Каятпӑр! — терӗҫ Гленарван тусӗсем. Паллах ӗнтӗ, Татариновсем патӗнче, хама тахҫан Катя кӑтартнӑ тахҫанхи карточкӑсем хушшинче. Чайка пӗр вырӑнта ҫаврӑнкаларӗ, ҫунаттисене хӗстерчӗ, унтан, персе ӳкернӗ пекех, мӗскӗннӗн ҫухӑрса, таҫта, хуран курӑнакан карап тепӗр енне вӗҫсе анчӗ. Мӗн кирлӗ пулчӗ-ха вара ӑна кунта?» Лукашка кордона пӗччен кайрӗ, вӑл пӗрмаях Оленин ӗҫӗ ҫинчен шутласа пычӗ… Автансем иккӗмӗш хут та авӑтса ячӗҫ, тӗрӗксем ҫаплах курӑнмарӗҫ-ха. Анчах хуллен тухакан куҫҫулӗсем Артур портретне хупӑрласа илчӗҫ. Калаҫу каллех татӑлнӑ. Глюмдальклич мана патша садне хамӑн пӗчӗк ещӗкпе час-час уҫӑлтарма илсе тухатчӗ. Ольховка ҫыннисен пурин те пӗр евӗрлӗ йывӑр туйӑм: халиччен эпир хамӑр кил таврашӗнче хамӑр хуҫаччӗ, пурлӑхӗ те пурччӗ, хамӑр пурнӑҫа хамӑр йӗркелесе пыраттӑмӑр, халь ӗнтӗ, йытӑсене ҫакса пӗтернӗ хыҫҫӑн, хуҫа пулма пӑрахрӑмӑр, теҫҫӗ пек вӗсем хӑйсем ҫинчен. …Колхоз правленийӗн ҫуртне нимӗҫсем комендатура валли йышӑнчӗҫ, юнашарринче — пӑрахса тухса кайнӑ Орешкинсен пӳртӗнче хӑйсем пурӑнма пуҫларӗҫ. Пиҫсе ҫитнӗ помидор сӗтекӗ пек, иккӗшинчен те сирпӗнӗ, кӑна эпӗ мӗнле пул-сан та тӗп-тӗрӗсех калатӑп! Сывпулӑр… — Пӗрле ларсан ӑшӑччӗ, иккӗне вырӑн ҫитмест пулӗ, — тенӗ. Ан хускалӑр, ан пӑлханӑр, — хушса хучӗ вӑл, ӑна пӳрнипе юнаса. Эсир вӗрентекен материализм пӗрре кӑна сиксе тухман, анчах яланах вырӑнсӑр пулнӑ. Ҫакна курсан Монтанелли малалла хӑвӑрт ярса пусрӗ те:— Эсир пултараймастӑр, ҫӗҫҫӗре парӑр-ха мана, — терӗ. Ку пӗр енчен савӑнтарнӑ, тепӗр енчен иккӗлентернӗ, мӗншӗн тесен Алексей хӑйне ҫавӑн пек юратӑва йышӑнма тивӗҫсӗр, тесе шутланӑ. — Эпӗ доллар илме килтӗм! — терӗ хуҫа. Вӗсен Пугачев парӑнтарнӑ пӗчӗк крепӑҫсенчен илсе тухнӑ артиллерийӗ те пур. — Чӑнах, питӗ тӗлӗнмелле, — терӗ Халл капитан, кубиксем ҫине сӑнаса пӑхса. Сасартӑк ун хӑлхине ҫинҫе, йынӑшнӑ евӗрлӗ сасӑ пырса сӗртӗнчӗ. Пысӑк кивӗ ҫуртӑн чаршав карнӑ пӗр чӳречи ҫеҫ ҫутӑлса тӑрать. — Судра. Нагульнов хваттерӗ тӗлне ҫитсе тӑчӗҫ. Ну-ка, тӳрӗ кӑмӑллӑ господа, сире ӗҫтернӗ, ҫитернӗ, вӗрентнӗ, — мӗне вӗреннӗ-ха эсир? — Ӑҫтан пултарччӑр! Пӗчӗк оркестрӑн пӗр килӗшӳллӗ кӗввине илтсе чылаях пухӑнать, Кандыба ҫӗлӗкӗнче те укҫа янӑрасах тӑрать. Анчах вӑл мана кичемленме парасшӑн мар пулни палӑрсах тӑрать, ҫавӑнпа ку хӗр мана килӗшмерӗ. Вӑл хӑй курайми пулнӑ портрета халех тула кӑларса хума хушрӗ. Эпӗ сире чуптуса илнӗ чухне эсӗр вӑранманшӑн та эпӗ халӗ питӗ кулянатап, чӑнах та шутсӑрах куланатӑп. Эпӗ нумай кӗнеке вуласа тухрӑм, пуринчен ытла историпе мораль енӗпе вуларӑм. — Ӑҫтан? «Ҫапла, вӑл ҫывхарса килет пулмалла. Эпӗ вулкан конусӗн пӗр ҫаврашка пӗлӗт лапкӑшӗпе анчах витӗнсе тӑракан шӑтӑкӗнчен ҫӳлелле пӑхрӑм. Кунта атмосфера мӗн сӑлтавпа ҫапла улшӑнать-ши? Ҫав кулакӑн пурлӑхне опись туса тухнӑ чухне вӑл ҫирӗм пилӗк пин шучӗпе пирӗн пата янӑ Давыдов ҫине официально тапӑнчӗ, ӑна тимӗр тиркӗчпе пуҫӗнчен икӗ хутчен кастарса илме хал ҫитерчӗ. Эпир мӗнле сикме ӑсталанса кайрӑмӑр? — тесе ыйтрӑмӑр астрономран. Куҫпа та курассӑм килмест, вӗсен ӗҫне урӑх пач та хутшӑнмастӑп. Предтеча — малтан килекен, урӑх ним тени те мар… Пулӑ тытатӑр-им? Хуторти кашни казаках илсе пӑхрӑм — ҫапах нимле путлӗ япала та шутласа кӑлараймарӑм. — Сана экзамен тӑвас-и? Ан та шухӑшла, сана ман сӑмахсем кулӑшла иккенне те пӗлетӗп эп… Ромашов алӑка уҫрӗ. — Икӗ лаша йӗрӗ, майор, — тенӗ вӑл майор каланине кӑмӑллӑн тӳрлетсе. Манан чунӑм ҫӗкленсе кайрӗ. — Пирӗн пӗрре ҫапла пулчӗ, — ҫаплах-ха пӑтта тӗкӗнмесӗр калаҫма тытӑнчӗ Умрихин. Сӗтел пуҫӗнче, конторка умӗнче, ҫӳллӗ, кукшарах пуҫлӑ ҫын тӑчӗ, вӑл ӳсӗркелерӗ, хутсене кӑштӑртаттарчӗ. Ҫул ҫӳресси пӗтрӗ. Пӑлхавҫӑсем унран инҫе те мар выртаҫҫӗ, хӑйсен хушшинче шӑппӑн калаҫаҫҫӗ пулин те, Огнянов илтмех тытӑнчӗ вӗсем калаҫнине. Унта, грузчиксем, босяксем, жуликсем хушшинче, хама хам эпӗ шӗл кӑвар ӑшне чикнӗ тимер татӑкӗ пек туяттӑм, — кашни кунах манӑн ҫав тери ҫивӗч, хӗрӳ шухӑшсем нумайланатчӗҫ. Ҫав ура йӗрӗсемех юн кӳлленчӗкӗ патнелле кайнӑ: пӗр йӗрӗ унталла кайнӑ, тепӗр йӗрӗ каялла килнӗ. Камӑн та пулин ача-пӑчине пама юрӗ… — Ҫапла. Ну, мӗнле — хӑрушӑ-и? — тет. Санин, ӑна чӑрмантарма пӑрахса, каллех тарӑн шухӑша путрӗ. Бенедикт пичче вӗсене савӑнсах хӑйӗн коллекцине кӗртет пуль. Ҫапла каларӗ вӗсене Флинт. — Сана ҫӗнтерме йывӑртарах, теҫҫӗ; мӗн каласси ӗнтӗ: эсӗ хӑвӑн вӑйна кӑтартрӑн. Мана пулӑшма хирӗҫ мар вӗт эсир? Теприсем тӑвӑр ҫӑварлӑ Тир савӑчӗсенчен сикера яра-яра парса тӑнӑ, ӑна вӑл вӑхӑтсенче, ҫирӗплӗх ҫӗклентӗр тесе, усал ӗҫ тунисене асаплантарса вӗлерес умӗн панӑ-мӗн, ҫакӑнпа пӗрлех унӑн ҫынсенче таса ӑссӑрлӑх вутне амалантарса хӑпартас тӗлӗшпе те хӑвачӗ калама ҫук пысӑк пулнӑ. Палатка карнӑ ҫӗрте, кӗрен ҫулҫӑллӑ ҫамрӑк юман патӗнчи тӗмӗсем хушшинче пӗр чун та ҫуккине пӗлсе тӑнӑ ҫӗртенех, вӑл каллех йӗри-тавра шиклӗн пӑхса илчӗ. «Первомайски» тата «Калинин» колхозӗсенче кӑвайт ҫути курӑнса кайрӗ. — Мӗн тума кирлӗ эсӗ мана? — тени илтӗнчӗ. Вӑл кӗтӳҫ ывӑлӗ пулнӑ-мӗн, Лизиазира тӑвӗ ҫинче ӳссе ҫитӗннӗ, вун виҫӗ ҫул тултарсан Азора ялӗсенчен пӗрне аннӑ, унтан хуларан хулана ҫӳренӗ май ҫак сӑмахсене каланӑ: «Эпӗ тӗлӗк куртӑм: тӳпе уҫӑлчӗ те ҫӑлтӑр ӳкрӗ. Ӑна сиксе вӗрекен ҫичӗ хурана чике-чике кӑларнӑ, вӑл ҫапах — сывӑ юлнӑ! Кашни ир кӑмакари вут ҫинче пӑта хӗртетчӗ те мӑйӑхне ҫав пӑта ҫине авраса кӑтралататчӗ. Менискла телескоп питӗ лайӑх ӳкерчӗк парать. — Тӗрӗксем пурӑнаҫҫӗ унта. Халь ӗнтӗ эпӗ хӑюллӑнах киле кайма пултаратӑп, вӑл мана хӑваласа ҫитес ҫук. Поезд тапранса кайрӗ. Пӳртре, ҫӗр урайӗнче ача-пӑчасемпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ выльӑх-чӗрлӗхе ҫавӑтса кайса, халӑх аллине леҫсе пама епле шел пулин те, ҫапах ҫавӑтса кайма кирлине ӑнланса илӗҫ-ши? — Гранит, — терӗ вӑл, — эпир халӗ те чи авалхи пуҫламӑш саманари ҫӗр сийӗсенчех пыратпӑр-ха, анчах ҫӳлелле хӑпаратпӑр. — Сана эпӗ сӑмах паман. Йӗркеллӗ пул! — хӑтӑрса пӳлсе хучӗ ӑна секретарь. Манӑн тӳсӗм ҫитмест! Халиччен эпир лагерь сӑртсем хушшинчи айлӑмра тесе шухӑшлаттӑмӑр. — Эй, эсӗ, санитар юлташ! — чӗнчӗ ӑна Андрей. «Часах Морис Джеральдӑн чунӗ тухӗ!» Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын пулсан, эсӗ малтан ман кӑмӑла килентер, кайран вара мӗн чул ҫывӑрас килнӗ таран ҫывӑр. Эх, мӑнтарӑн этемӗ… Пӗчӗкҫӗ пулас, — терӗ Лукашка. Анчах пӗр ҫынна теприн шухӑшне тавҫӑрма май паракан тата калаҫура ҫул кӑтартса пымалли йӗр пулса тӑракан инстинкт туйӑмӗ тӑрӑх Катя хӑйӗн сивӗ кӑмӑлӗпе ман чӗрене ыраттарнине ӑнласа илчӗ; вӑл пуҫне ҫӗклерӗ те мана сӑмах хушрӗ: — Пирӗн кукамай патӗнче пурӑнмалла пулать, ун ҫинчен аҫу каларӗ-и сире? — Чӗлхене усӑсӑр якатма кирлӗ мар! — Пӗтӗмпех вараланса пӗтрӗм, хам хӑнана кайма тумланнӑччӗ! Эсир курасчӗ эпӗ мӗнле хӑраса ӳкнине, — кӗҫех чун тухса каятчӗ! Фока, ватӑла пуҫланӑ пулин те, пусма тӑрӑх питӗ ҫӑмӑллӑн та хӑвӑрт чупса анчӗ те: «Кунта килсе тӑратӑр!» — тесе кӑшкӑрса ячӗ, вара, мӗн тумаллине никам аса илтермесӗрех пӗлекен ҫын пек, крыльца умӗнчи лаптӑк варрине, лавҫӑ линейкӑна пырса тӑратмалли вырӑнпа алӑк тӗлне урисене сарлакан пусса ҫирӗппӗн тӑчӗ. Отец Герасимпа майри крыльцо ҫине тухрӗҫ. — Жак-Элиасен-Франсуа-Мари Паганель, Парижри Географилле обществӑн секретарӗ, Берлинри, Бомбейри, Дармштадтри, Лейпцигри, Лондонри, Петербургри, Венӑри тата Нью-Йоркри Географилле обществӑсен членӗ-корреспонденчӗ, географине этнографин Хӗвелтухӑҫ Индири королевство институчӗн хисеплӗ членӗ, кӗскенрех каласан хӑй кабинечӗн тӑватӑ стенисем хушшинче 20 ҫул таран географиллӗ сӑнавсем туса ларнӑ хыҫҫӑн наукӑн ытти ҫыннисемпе пӗр ӗрете тӑрса кӗрешӗве тухма шутланӑ ҫын пулатӑп эпӗ, — халӗ акӑ аслӑ ҫӳревҫӗсен тупсӑмӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарса пӗтӗҫтерекен тӗвӗсене шыраса тупас тесе Индине кайма тухрӑм. — Ах, каҫ нӳрлӗхӗпе йӑлт йӗпеннӗ-ҫке унӑн кӑтрисем! — хӑйпе мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр, чӳречерен пӑхса, пӑшӑлтатать хӗр. Санах — сана эпӗ чӑнласах унпа юнашар куратӑп, мӗншӗн тесен санпа ун пек капитансем этемлӗхпе наукӑна малалла илсе пыраҫҫӗ. Ху курнине ху та манса кайнӑ, ун чухне хӑвах каларӑн… Урӑхла каласан, «Вальдек» ҫинчен ҫӑлнӑ негрсене, инкеке тата, виҫӗ ҫул ӗҫлесе илнӗ укҫине ҫухатнӑскерсене, тӑван ҫӗр-шывне илсе ҫитерес пулать. Вальпараисӑра ҫӑка пушатсан, «Пилигримӑн» Америка ҫыранӗ хӗррипе Калифорние ҫитмелле. Окопсем патӗнче хаваслӑн кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Шухӑш-кӑмӑла палӑртаканни нимӗн те ҫук — нимпе уйрӑлса тӑман илемсӗр те япӑх сӑн кӑна; куҫсем пӗчӗкҫӗ, кӑвак, эпӗ тӗкӗр ҫине пӑхнӑ вӑхӑтра вӗсем ӑслӑ пек мар, ытларах айваннӑн курӑнаҫҫӗ. Пӗр виҫ-тӑват секунда хушши вӑл тӳрех алӑк патнелле ҫаврӑнса, итлесе тӑчӗ, унтан хӑйне илӗртекен савӑта ҫӗклерӗ, пӑккине кӑларчӗ, кӗленче ҫӑварне сӑмси патне илсе пычӗ те спирт шӑршине шӑршласа киленме пуҫларӗ. Кам пӗлет, тен ун чухнех тухнӑ пулсан эпӗ хальхинчен шет сывлӑхлӑрах та пулнӑ пулӑттӑм, ҫӑлса хӑварнӑ пулӑттӑм хамӑн Катьӑна. — Шухӑшласа пӑхӑр-ха, Джемма, сирӗн юлташӑр ҫав тери пысӑк нуша килсен те сире хурлантарасран хӑраса кӑна сиртен пулӑшу ыйтмасть. — Ай, ан калӑр-ха, Том мистер, туршӑн та! Иван манӑн вӑкӑрсене ытлашши хытӑ хӑваласа ураран ӳкерӗ, эпӗ унӑн лашисене астуса ҫитереймӗп. Вӗтӗ-вӗтӗ юр кумккисем манӑн питрен, куҫран пыра-пыра ҫапрӗҫ, сывлайми турӗҫ! Сулмаклӑ чул тытса пыраканни чулне аллинче ҫавӑркаласа пӑхрӗ те аяккалла ывӑтса ячӗ. Нагульнов наган курокне каҫӑртса лартрӗ пулсан, кирлӗ чухне вӑл ӑна ним шухӑшласа тӑмасӑрах вӗҫертсе яма пултарасса пурте пӗлеҫҫӗ. — Ну, юрать, кулмастӑп, кулмастӑп. «Мӗнле, ҫыхса пӑрахрӑр-и?» кӑшкӑраҫҫӗ аялтан запорожецсем. Сехет пек иртсен, сӑмавара илсе лартнӑччӗ ӗнтӗ, тӗттӗм пӑлтӑрта чей ӗҫсе тӑранса, вӑл килне кайма пуҫтарӑннӑччӗ:— Мӗн тесе чӗнеҫҫӗ ҫав эсремете? — ыйтрӑм эпӗ. — Ирӗк парсамӑр, капитан господин, эпӗ кӗскен ҫеҫ. Эпӗ ӗлӗкрех Исландири «Улӑпсен пӗви» ҫинчен тата Гебрид утравӗсенчен пӗрин ҫинчен, Фингал ятлӑ ту ӑшӗнчи шӑтӑксем ҫинчен илтнӗччӗ, анчах ку таранччен эпӗ базальт массисене курманччӗ. Унтан вара пайтах кунсем иртрӗҫ ӗнтӗ. — Ун патӗнче те эсӗ поварта пулнӑ-и? Хӗвел анма пуҫланӑ, унӑн чалӑш пайӑркисем утравӑн ӗмӗлкипе ҫыранри чуллӑ ҫӗрсен тӑррисене ҫутатса кӑтартаҫҫӗ. Анчах, юратнӑ ҫыннӑм, манӑн чӗрем чӑн-чӑн ҫын апачӗшӗн мӗн тери тунсӑхланнине пӗлесчӗ сирӗн! Кайрӑмӑр, тӑванӑм. Артамонов пӳлӗме кӗрсен вӑл пуҫне ҫӗклемесӗрех ыйтрӗ: — Мӗншӗн каялла таврӑнтӑн? Ҫавӑн чух ҫак «юрату» мана самаях йӑлӑхтарнӑччӗ, халӗ ак, пӗлетӗр-и, аса илме кӑмӑллӑ, чӗренех пырса тивет. — Команда пама лайӑх ӑна: «Юрттипе!» — сасартӑк вӗриленсе кайрӗ Полозов: — мана епле… епле-ха мана? Хӗнет те хӗнет. Эпӗ хӳшшелле пӑхрӑм. Пуянах пулман вӑл, анчах никама та пӑхӑнман, ҫемьесӗр ҫамрӑк тесен те юрать пулӗ ӑна. Сасартӑк куҫа курӑнакан пулнӑ аслӑ япалана ӑнланаймасӑр, ҫынсем, хӑйсемшӗн ҫӗнӗ пулнӑ туйӑма аякка хӑварса, куҫа курӑнакан вак япаласем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. Вырӑсла кӑмаки, хутса яриччен, ҫиелтен пӑхсан лайӑхах пекчӗ. Ҫирӗм пӑта яхӑн урпа та темиҫе михӗ кукуруза тухмарӗ. Ку акӑ, Титокӑн тимӗр-кӑвак ӑйӑрӗ, — ӑратлӑскер, тепри те, ҫӳренни, Дон таврашӗнчи лайӑх ӑратсен йӑхӗ. Малта, нӳрӗ тӗттӗмлӗхре, куҫа курӑнман буксирнӑй пароход йывӑррӑн тӑрмашса, хашкаса, хӑйне туртса пыракан вӑя хирӗҫ кӗрешнӗ пек пырать. — Ырхантарах ҫав, — терӗ директор, кӑмӑлсӑрланса. Вӑл хӑрушлӑх иртсе кайичченех, тӑм кӗлетке пек, пӗр хускалмасӑр тӑчӗ. Вара вӑл чӗтреме пуҫларӗ, каллех мӑк ҫине ӳкрӗ. — Мана кунта ларма кирлех-ши? — тесе ыйтрӗ Элен. Ҫак сӑмаха эп Селямсӑза виҫӗм кунхинех каларӑм. — Мана паратни? Гленарванпа майор тавӑрӑннӑ ҫӗре Вильсон ӗмӗрне пуҫа килмелле мар ӗҫпе аппаланса ларать: темӗн те шухӑшласа кӑларакан матрос булавкӑран вӑлта йӗппи тунӑ та пулӑ тытма пикеннӗ. Туземецсем «мояра» текен пӗчӗк пулӑсене вӑл дюжинӗ-дюжинӗпе тытса тултарнӑ. Кӗмӗл пек хупписемпе чӑлтӑртатса вӗсем унӑн пончо арки ҫинче авкаланаҫҫӗ. Каҫхи апат чӑнах та ытарма ҫук пулассӑн туйӑнать. Тытӑнӑр-ха. Вӑл кунта Морис Джеральда курма ӗмӗтленсе килнӗ. Анчах ҫынсем ун умӗнче мар, исправник помощникӗ Эккен хӗрлӗ те вӑрӑм лаши умӗнче сирӗлчӗҫ, — шурӑ перчеткипе сулкаласа, вӑл манах ҫинех пырса кӗчӗ, лашине урам урлӑ тӑратрӗ те, ӳпкевлӗн, кӳреннӗн кӑшкӑрса ячӗ: — Ӑҫ-ҫта кӗрсе каятӑр? Сасартӑк монашка аяккалла сикрӗ те алӑка уҫрӗ, куҫа мӗлт ҫеҫ курӑннӑ усал пек, ҫавӑнтах ҫухалчӗ. Пӗр-пӗр ҫӗре пырса чарӑнсанах эпӗ сире Англи влаҫӗсен аллине паратӑп. Вӑл стаканӗ икӗ пенни тӑрать. — Карап патне кабельтовран ҫывӑхарах пыма юрамасть. Куҫӗсем айне тем пысӑкӑш ҫӑпан тухса ларасчӗ ун, шуйттан ывӑлӗн!» Ҫапӑҫу хирӗсене курӑк та шӑтса тухман-ха, ҫав хирсенче выртакан чыса тивӗҫ вилӗ салтаксене те пытарса пӗтермен-ха. Эпӗ, вӑл ҫакӑн пекле татах мӗн те пулин каласан, унӑн пуҫне тараса пуканӗпе ҫапса аркатма пултӑм та, ҫенӗке, михӗсем ҫине тухса выртрӑм. Ҫакӑншӑн йӑлтах эпе айӑплӑ; ухмах, эпӗ пач манса кайнӑ-ҫке: енчен ӑҫта та пулин вилӗ ҫӗлен пӑрахса хӑварсан, ун патне мӑшӑрӗ шуса пырса ун йӗри-тавра явӑнса выртатех. — Ҫапла! — тавӑрчӗ Павел. Пуян. Ятне тукаласа ҫеҫ сухалаҫҫӗ. Пӗр ҫын, вилес умӗн, хӑйӗн пӗтем пурлӑхне ик ывӑлӗнчен пӗрне, тивӗҫлӗреххине, хӑваратӑп тенӗ-мӗн. Мӗншӗн-ха вӗсем Половцева хисеплӗ ятпа чӗнмеҫҫӗ?..» «Хӑюллӑ кала, вӗсенчен ан имен, эпӗ вӗсенчен нимӗн те пытармастӑп», терӗ мана Пугачев. Эпир генералне-мӗнне пӑхса тӑман, вӗсене те шакканӑ!» — терӗм те, тӑнлавӗнчен ҫакна шант! тивертсе ятӑм. Ҫавнашкал пӗр ирхине сыватмӑша Арчибальд Скайльс килчӗ. — Чей вӗрерӗ, — терӗ Хохлов — тепӗр ӗҫлевҫӗ, — Кузьмин, кил, чей ӗҫетпӗр. — Эпӗ пӗлетӗп, мӑнакка, эсир мана ырӑ суннӑ, эпӗ те Питера ырӑ сунтӑм. Столицӑри вӗсене вырнаҫтарас госпиталь мӗн тери чапли ҫинчен тусне каласа панӑ чух Андрей Дегтяренкопа Леночка хӑйсенчен пӗртте хушса илемлетсе каламан. — Эпӗ сире: эсир ан пӑшӑрханӑр, эпир шыва анса кайман, тесе каласшӑнччӗ. — Мӗн вара? — Конюх, ваше превосходительство. — Пире улпут нумай пулмасть туяннӑ кӳмене кӑтарт-ха! Вӑл тӗрӗс калать — пӗрре ҫеҫ пурӑнатпӑр… пӗрререн ытла пулмасть… Хӗрӗ пит хытӑ кулса урисемпе тапӑртататчӗ, калушӗсене кӑлара-кӑлара ӳкеретчӗ, извозчикӗ салхун кӑшкӑратчӗ. — Атьӑр часрах малалла! Пӗркенчӗкӗ ӳкрӗ. — Камер-лакей государыня Марья Ивановнӑна вӑл мӗнле тумпа пулнӑ ҫаплипех илсе пыма хушни ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫук, суятӑн! Кунта тепӗр ирхине пысӑк ҫарпа ҫитмелле те вӑйӗсене пӗрлештерсе пӑлхавҫӑсен хулине ҫийӗнчех тапӑнаҫҫӗ. Карап ҫинчи ҫынсен пӗр ӗмӗт ҫеҫ пулни каламасӑрах паллӑ: Вальпараисӑна мар тӑк, Америка ҫыранӗнчи мӗнле урӑх порта хӑвӑртрах ҫитесси. Астуса илетӗп: ҫамрӑк ирландец ҫак кунсенче кунтан кайма шутлатӑп тесе каланӑччӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, хӑйсен ҫӗрӗнче ҫуралнӑ ҫын какайӗ сысна какайӗ тути калать, анчах унтан пӑртак тутлӑрах. Кунта туземецсем пурӑннин нимле йӗрӗ те пулмарӗ — Дик Сэнд, паллах, куншӑн ним чухлӗ те кулянмарӗ, — анчах йӗри-тавра шутсӑр нумай тӗрлӗрен тискер кайӑк. Эп астӑватӑп-ҫке Екатерина Ивановнӑна. — Нимех те мар! Вӗсем тӗп вырӑссем, имӗш, ҫав вӑхӑтрах вӗсем пысӑк улпутсем, ҫавӑнпа шкул правилисене тиркеме те ирӗк пур имӗш вӗсен, — эпӗ кумпа харпӑр хӑй тивӗҫлӗхне туйса илмесӗр, хӑвна хисеплемесӗр — аристократӑн ку туйӑм вӑйлӑ вара, — общество… bien public общество ҫурчӗн ҫирӗп никӗсӗ те пулма пултараймасть, тесе ӑнлантарасшӑн. Эпӗ вӑйсӑр, манӑн пуҫ пӗҫерсе тӑрать, вӗсем асаплантарнине чӑтса ирттерме пултараймастӑп, куҫ умӗнче пӗтӗм япала пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнать. Анчах унӑн пӗркеленнӗ пичӗ ҫинче хӑйне хирӗҫ ӑшшӑн йӑлкӑшакан куҫсене курсан, ача ҫавӑнтах карчӑкӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫине ӗненӳллӗн пуҫне чикнӗ. Хӗвел тухнӑ, апла эпӗ нумай ҫывӑрнӑ. Чӑпта ҫинче виҫӗ ҫын выртать. Виҫҫӗшӗ те вилӗ. — Кӑна пуринчен ытла, — хушса хучӗ Гленарван, — ҫакӑн пек… Вӑл пӗр чухӑн дворянкӑна качча илнӗ пулнӑ, арӑмӗ ача ҫуратнӑ чух вилнӗ, вӑл вӑхӑтра упӑшки инҫетри хирте пулнӑ. Вӗсем халат тӑхӑнса ларса пистолетсем юсаҫҫӗ, хулӑн хутран кил-ҫуртра кирлӗ пулакан тӗрлӗ япаласем ҫыпӑҫтараҫҫӗ, хӑйсем патне килнӗ юлташӗсемпе шашкӑлла тата картла выляҫҫӗ, ирхи вӑхӑта ҫапла ирттерсе яраҫҫӗ, каҫхи вӑхӑт та ҫавӑн пекех иртет, тепӗр чухне ҫеҫ пунш ӗҫеҫҫӗ. Ҫук, ку пулмасть вӑл. Манӑн ҫӗмрен йӗппи унӑн чӗрине лекрӗ, ҫапла эпӗ вилӗмрен хӑтӑлтӑм. Ҫакӑн пек вӗренӳ карапӗ Дикшӑн ӑна юратакан Халл капитанӑн «Пилигрим» карапӗ пулчӗ. Шамонирен Монтанеллипе Артур Мартиньине кайрӗҫ, ҫанталӑк ытла та шӑрӑх пулнӑ пирки унта канма чарӑнчӗҫ. Хӑй те, ыттисем пекех, хӗвелтухӑҫнелле, хамӑрӑннисем патне кайма тивӗҫ иккенне пӗрре ӑнланса илнӗ те вӑл, хӑйне вара труках ҫав шухӑша пӑхӑнтарнӑ, ҫав шухӑшран ниҫталла та пӑркаланман. Шиклӗн шатӑртатрӗҫ туратсем. Эпӗ ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫывӑраймасӑр, ним тӗллевсӗр ун чӳречи умӗнче ирттертӗм тата хама мӗн пулнине хам та пӗлсе тӑмарӑм. Давыдов пӳртрен пусӑрӑннӑ, шухӑшлӑ сасӑпа каланине илтрӗ: — Ӑнлантӑм сана. — Апла пулсан Шамоние каяр. Ҫак ҫуртсем пурте тӳрӗ тӑваткӗтеслӗхре вырнаҫнӑ, вӗсем тӳрӗ урамсемпе урлӑ-пирлӗ касӑннӑ. — Ах, санӑн типмелле мар шӗвесчӗ! — ҫиленсе мӑкӑртатса илчӗ Лодыжкин. Пӑрах-ха эс вӑл ӗҫе, Олеша! Эпӗ тӗме ӑшӗнче ларса, ҫак ҫын вӗлерекен ҫӗҫӗпе чикнӗ чухне йывӑррӑн сывланине илтрӗм. — Малалла: «…Санӑн Монготимо Хурчка Чӗрне…» — тенӗччӗ. Апла пулин те Айртон малалла кайма мӗн кирлине пурне те ыйтса пӗлчӗ. Пӗлсен, иксӗре те вӗлеретӗп! — Пулма пултарать… Широкогоров патӗнчен те икӗ хут шӑнкӑртаттарчӗҫ. Сирӗн чире пула анне те аптраса ӳкрӗ. — Эх, кордонран ыйтса килме май тухнӑшӑн эпӗ ҫав тери савӑнатӑп! — терӗ Лукашка, пӳрт умӗнчи хӗр ҫумне ҫывӑхарах шуса ларса тата пӗр тӑтӑшах ун ҫине куҫран пӑхса. Е эсир ман пата хӗҫпӑшалсӑр пӗчченшерӗн килсен, эпӗ сире тимӗр тӑлӑпа сӑнчӑрласа Англине илсе каятӑп та, суда паратӑп. Виҫҫӗшӗн те тумтирӗсем ҫӗтӗк-ҫатӑк. Таркӑн негра курас пулсан, ӑна тӳрех ярса тыт та пулӑшма чӗн, уншӑн сана укҫа нумай параҫҫӗ. Пӗлӗт ҫӳлти вӗтӗ тумламсем шултра тумламсене пӗрлешиччен тытӑнса тарӗччӗ те, ҫав шултра тумламсем текех сывлӑшра тытӑнса тӑраймасӑр усӑсӑрах хӑйсен тӑван океанне ӳксе тӑкӑннӑ пулӗччӗҫ. Берсенев сӑмахӗсем, пурте тӳрре тухаймарӗҫ: хӑрушлӑх иртсе кайрӗ — анчах Инсаров вӑй-халӗ вӑраххӑн юсанса пычӗ, тухтӑр вара унӑн пӗтӗм организмӗ йӗркерен тухни ҫинчен те калаҫкаларӗ. Вӑл, эпӗ ҫакӑн ҫинчен каларӑм ӗнтӗ, хӑйпе шӑллӗ, ашшӗ е йӑмӑкӗ хушшинче ҫепӗҫлӗхсем пуласран хӑранӑ пек тӗнчере урӑх нимрен те хӑрамасть, тата, туйӑмсене кирек мӗнле палӑртассинчен те пӑрӑнса, тепӗр енчи чикӗрен тухса каять, хӑйне ытла сиввӗн тытать, ку сивӗлӗх унӑн сӑлтавне ӑнланман ҫынсене час-часах хытӑ кӳрентерет. Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлман вӑл йӗнер ҫинче пулнӑ. Андрейӑн куҫӗсем сасартӑк ҫӑра сӑмала пек хуралса кайрӗҫ те куҫ шӑрҫийӗсем ҫиҫсе илчӗҫ. — Юрлӑр, юрлӑр, маттурсем, турӑ сире сывлӑх патӑрах! — кӑшкӑрчӗ чун хавалӗпе Мичо. Ҫапла, кунта тӗлӗнмелле открытисем тума пулать, эпӗ вӗсене тӑватӑп та, паллах, ҫак лайӑх ҫынсем ирӗк парсан. Сирӗн умӑрти пӗрремӗш пахалӑхӑм манӑн — кӗнекери чӑнлӑхсенчен пӗрне те пӗлменни, этемрен хаклӑ чӑнлӑх курманни! Анчах, ман шутпа, эпир пӗтӗм хула умӗнче хамӑртан ҫапла мӑшкӑллаттарасшӑн мар, кайран пирӗнтен ӗмӗрех кулччӑр-и? Ржев тӑрӑхӗнчи чухӑнрах ҫӗршыва илсен, Дрягинӑн пысӑк хуҫалӑх пулнӑ: пилӗк лаша, карта тулли вак выльӑх, шыв арманӗ. Поликарп Михайлович хӗстерме юратакан усал хуҫа пулнӑ; тӳлессине вӑл ытти кулаксенчен сахалтарах тӳленӗ. Николай ҫыру тытнӑ аллине вӑраххӑн антарчӗ те хуллен кӑна:— Ку калама ҫук аван!.. — терӗ. Ӑна та, кӑна та пӗлчӗ-тӗк, вӗрентме пуҫлать, вара никама та пурнӑҫ памасть! Сасартӑк ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та, — эпӗ пӗчченех тӑрса юлнӑ иккен. Япаласем чикмелли «сидор» текен михӗсенче вӗсен хӑйсене ҫул ҫине парса янӑ «сухой паёк» юлашкисем пулнӑ. Вӑл ҫӗртен чылай ҫӳлте пулнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ Мориса хӑрамалли ҫук пек туйӑннӑ. — Мӗншӗн тесен кӗнекесенче кун пирки ҫырман — ҫавӑнпа. Ывӑлӗ хирӗҫ нимӗн те чӗнмен, пурте вара темле нимӗн чӗнмесӗр ларнӑ. — Мӗн вӑл? Ӑна уйрӑм камерӑна лартнӑ, хурал вӑл шухӑшланӑ пек хаяр пулман пулсан та, ҫапах та ӑна мӗншӗн арестленине каламан. Цимбал сӳрӗккӗн, анчах питӗ тӗрӗс те хӑйӗн ырхан кӗлеткине кура мар сарлакан, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ. Берсенев ун патне флигеле кайрӗ. Эпир иезуитсенчен хытӑ мӑшкӑлласа кулма, халӑха вӗсенчен тата вӗсен ӗҫӗнчен ахӑлтаттарсах култарма пултарсан — эпир юн тӑкмасӑрах ҫӗнтерӗпӗр. Ҫапла, эсӗ тӗрӗс каларӑн: юрату пысӑк сӑмах, аслӑ туйӑм… — Мӗнех эппин, пуҫтарӑр хӑвӑра кирлӗ япалӑрсене. — Эпир сире кӳрентерместпӗр, эсир пире ан кӳрентерӗр… — Ҫапла, анчах хӗрарӑм та этемех, вӑл та, арҫын пекех, туйма пултарать, ҫакӑнпа эсир килӗшетӗрех ӗнтӗ. Эсӗ пӗр ҫакна асту: ҫынсене турӑ суд тумасть, ку вӑл — шуйттан кӑмӑлне каять! Пантелей каласа пӗтерчӗ те итлесе ларакансем ҫине пӑхса ҫаврӑнчӗ. Ровоама хаджи инкене чи малтанхи хут курнипе Стайка пӗлместчӗ-ха Гинка ҫав хӗр-манахӑн инкӗшӗ пулнине, вӑл хӗр-манахӑн янтарь шӑрҫине вӑрттӑн таткаласа пӗтерчӗ; шӑрҫи урай тӑрӑх саланчӗ те, Стайка чеен пӑхкаласа, ҫав хӗр-манах шӑрҫа мӗнле суйланине йӗкӗлтесе пӑхса тӑчӗ. Матрос кулкаласа илчӗ те ӑна пӗр татӑк сухари тыттарчӗ. Ҫакӑ юлашкиччӗ ӗнтӗ Татариновсен килӗнче хам мӗн курни. Вӗсен умӗпе иртсе пынӑ чух хӗрарӑмсемпе хӗрсем чарӑнса пуҫӗсене ҫӗрелле усаҫҫӗ. — Каҫхине хӑй илсе килтӗр сада, — терӗ Павел, кӑшт шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн. Хӗрӳленсерех калаҫнӑ; иккӗш те шутсӑр хумханса кайнӑ пек туйӑннӑ. Сире те турӑ сывлӑх патӑрах, маттурсене! Вӑл ман алла тытса ҫирӗп чӑмӑртарӗ, унтан каллех урай тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗ. Анчах пур тӗрлӗ положенинче те тӳрӗ чунлӑ пулма май ҫук-и-мӗн? — Мана ларт-ха, — тенӗ кӗрӗкне тӳмеленӗ хушӑра. «Тен, тӗрӗс те пулӗ, — вӗҫсе иртрӗ шухӑш Воропаев пуҫӗнче. — Ну, епле намӑс мар сире траншейӑна пама. Ҫавӑн пеккипе сыщиксем ҫеҫ аппаланаҫҫӗ, — терӗ. — Вӑл мужик пирӗн пата килме васкасан, аван пулатчӗ! Эсир-и е Валя (ӑна паян курасса шанатӑп-ха) ун ҫинчен мӗн те пулин илтнӗ пулсан халех ҫак адреспа ҫырса пӗлтерме сӗнетӗп: Полярное, политуправление, Р. контрадмирала, мана пама, тейӗр. Карап ҫинчи повара йытӑ паллать-ши вара? Сасартӑк унӑн пуҫне иӗр шухӑш кӗрсе кайнӑ. Кукамӑшӗ Катьӑна урама тухма хушать, ашшӗ каллех Катьӑна ытларах уҫӑ сывлӑшра ҫӳретме хушать иккен. Вӑл кит тытакан карапсем ҫинче инҫетри виҫӗ ишевре пулнӑ, халь, хӑй шучӗпе, «Пилигрим» пыракан Лӑпкӑ океанӑн ҫак пайне темиҫе хут та урлӑ каҫнӑ. — Тӗрӗс те! Бяла Черквара шыраман шӑтӑк та хӑвармарӗҫ пуль ӗнтӗ… Дик йӑнӑшман иккен. Фома, тилӗрсе кайса, трактирсем, притонсем тӑрӑх укҫа сапаланӑ, анчах ҫак унӑн нумаях тӑсӑлайман, — Яков Тарасович, мӗнпур вкладсене ҫавӑрса илсе, банксенчи кулленхи счетсене питӗрсе хунӑ. Ывӑлне илсе тухса кайсан, вӑл сак ҫине ларчӗ те куҫне хупса хуллен йӗрсе ячӗ. Чӑнах та малта пытӑм-ши эпӗ? Халӗ уншӑн пурте пӗр пекех пулнӑ, урӑхла пурнӑҫ килессе вӑл ӗненми те пулнӑ ӗнтӗ. — Хаҫатсенче унӑн статьине пичетлесе кӑларнӑ, колхозсем пирки. — Ҫук, илтӗнмест. — Паян пӑлав тӑватпӑр; пыр, эс кайса пус та тӗкне ҫӑл. Таҫта ҫывӑхра, хуллен сулланса, сӑнчӑр чӗриклетет. Фома, унӑн сассине илтсен, телейлӗн кулса янӑ, ӑна аллисем ҫине ҫӗкленӗ, унтан хӑвӑрттӑн, чупнӑ пекех, сулӑсем тӑрӑх ҫыран хӗрринелле васкаса утнӑ. Ҫылӑхсене каҫарттармалли кӗлӗ сӑмахӗсене вулакан священник сасси ӑна леш тӗнчене чӗнекен сасӑ пекех илтӗнчӗ. Вӑл мана хӗнет, а эпӗ ӑна пурӗпӗр чӑтма ҫук юрататӑп. — Семинари мӗн чухлӗ ҫухатассине пӗлместӗп, анчах эсӗ, carino, эпӗ ҫуккине туйӑн ҫав. Тен, эпӗ эсӗ ҫуккине туйнӑ пекех туйӑн. — Эпир ӗнер ҫеҫ улӑшӑнтӑмӑр, — терӗ асли, айӑпне сиресшӗн пулса. — Ҫылӑха ан кӗр! Уэлдон миссис пӗр саманта хӑйӗн ывӑлӗ ҫине пӑхса тӑчӗ те:— Эппин, ҫула тухар, капитан! — терӗ. Унтан вӑл, сарӑрах уссине пӗтӗркелесе, ӳркевлӗн каланӑ: — Пӗр тунмасӑр каласа панӑ пулсан, хӑвӑршӑнах аван пулнӑ пулӗччӗ. Пылчӑк ҫыпӑҫтарса лартнипе, шӑнса ларнипе ҫеҫ тытӑнса тӑрать. Кӑлӑхах ӗнентерме тӑрӑшрӑм эпӗ Олеҫҫӑна, ни кӗвӗҫӳллӗ шӑпа, ни тӳрккес, усал ҫынсем кансӗрлеме пултараймӗҫ тесе, кӑлӑхах сӑрла-сӑрла тӑратрӑм ун умне лӑпкӑ-тӳлек телей ӳкерчӗкӗсене, Олеся ман алӑсене чуптӑвайрӗ ҫеҫ те пуҫне хирӗҫлесе сулайрӗ кӑна. Эпӗ комода уҫрӑм та капитана хам ҫав тери тӗлӗнмелле майпа хӑтӑлнӑ ҫӗршывра пуҫтарнӑ сайра тӗл пулакан япаласен пӗчӗкрех коллекцине кӑтартрӑм. Пекарньӑпа юнашар вырнаҫнӑ пӗчӗк магазинра пурте ҫав драма ҫинчен кӑшкӑраҫҫӗ, — магазин хыҫӗнчи пӳлӗме студентсем тулнӑ, пирӗн пата, подвала, хумхануллӑ сасӑсем, хыттӑн каланӑ сӑмахсем илтӗнеҫҫӗ. — Хӑвшӑн ху ответ тытни аван-ха вӑл. — Халӗ ӗнтӗ Англи, пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах, пушхир пек пушӑ ҫыранта хӗн курса пурӑнакан виҫӗ ывӑлне пулӑшмашкӑн килӗ, мӗншӗн тесен ку документ ҫав териех уҫӑ та пурне те ӑнланмалла каласа парать. Пионер историйӗ, паллах, манӑҫӑнӗ, унтан кунта ҫурт тӳрех туса лартнӑ, тейӗҫ. Ольбинет тусӑм, — терӗ малалла улттӑмӗш каюта пассажирӗ. — Татас пулать ӑна, Дик мистер, — терӗ Геркулес. Эпӗ — ҫын патӗнче, хулан чи аслӑ урамӗнчи «модная обувь» магазинӗнче «мальчик» пулса ӗҫлетӗп. Манӑн ҫак хамшӑн хаклӑ ҫын умӗнче уйрӑмах палӑрас килчӗ, ӑна хама мухтаттарасшӑнах эпӗ ниҫта кайса кӗрейми тӑрӑшса ӗҫлерӗм. Ак ҫак ҫурта та юрать. Ҫапах та Билль Галлей начар моряк мар, ҫак тинӗссене, шыв айӗнчи рифсем нумаййине пула сӳреме хӑрушӑ пулса тӑракан тинӗссене вӑл питӗ аван пӗлет. Хӑтармалла-и? Авӑр тайлӑмӗпе анасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Ҫавӑн пекех чуллӑ ҫӗрӗн чӑнкӑ хӗррипе хӑпарса кайма та май ҫук. — Качча каяс пулать… — тенӗ Фома, хӗре шеллесе. Вӑл сире кирлине пӗлсе, эпӗ ӑна хампа пӗрлех илсе килтӗм. Яша вара колхоз правленине пырса кӗретчӗ. Ытла та! — Том, — терӗ вӑл хуллен, — эсир арӑслан хартлатнине палласа илтӗр, чура сутуҫисен йывӑҫ тӑллисемпе сӑнчӑрӗсене куртӑр. Эпӗ ӑна прерире пӗр-ик хутчен курнӑччӗ те, ӑна тытма хӑтланса пӑхма калас тенӗччӗ сире. Стена ҫурӑкӗнчен темиҫе утӑмра кӑна тӑнине Говэн хӑй те асӑрхамарӗ. — Ҫук, хаклӑ юлташ, тӗшмӗртейместӗп. Ҫын йывӑр чирленӗ пулсан, вӗсем вара яланах ҫав ҫынна вилет, теҫҫӗ. Ҫук? — тесе кӑшкӑрса ячӗ профессор. Ӗҫме ӗлкӗрнӗ казаксен ӳсӗр юррисем хӑшпӗр ҫӗрте илтӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ. — Ӑҫта килсе кӗнӗ вӗсем? Хӑйне раскулачить тӑвасси ҫинчен пӗлтернине Лапшинов лӑпкӑнах кӗтсе илчӗ. — Ҫапла ҫав. Хӑваласа ятӑм эпӗ ӑна. — Ара, мӗн тума чӗнесшӗн-ха эсир ӑна? Санин утнӑ май Джемма ҫине хӑй урӑхла пӑхнине туйса илчӗ: сасартӑк вӑл унӑн утти, унӑн хусканӑвӗсем урӑхларах пулнине асӑрхарӗ, — тур ҫырлахах! епле ҫав тери хаклӑ та кӑмӑллӑ пулнӑ вӗсем уншӑн! Вӑл шухӑшласа выртнӑ; ҫав пӗр япала ҫинчен кӑна вӑл шухӑшланӑ: — мӗн чухлӗ укҫа тупни ҫинчен тата мӗн чухлӗ тупма пултарасси ҫинчен. Ҫунтарӑр! Никама та ан хӗрхенӗр!» терӗ. Вӑл темле маркиз, теҫҫӗ. Пуҫӗсене усса, темле генералсем утса пынӑ. Вӑл сапаланчӑк хӗрлӗ ҫӳҫлӗ те хӗп-хӗрлӗ питлӗ мӑнтӑр ҫын пулнӑ. Эпӗ тарӑхса кайрӑм та ӑна ҫынпа йӗркеллӗ калаҫма пӗлместӗн тесе ӳпкелеме пуҫларӑм, вӑл — мана, — кайрӗ вара каллех. Ав епле, тӑванӑм. Марья вара ҫӗрелле пӑхса амӑшне хуллен кӑна:— Мӗнех эппин, тӳмӳсене вӗҫерт, Пелагея Ниловна… — терӗ. Вӑл хӑй романтик пулнӑ, ӗлӗкрех ҫӗнӗ сеча пирки ӗмӗтленнӗ. — Эх, ачамкка! Хлопсен юррисем мар вӗсем… Вӗсем вӑйлӑ, ирӗклӗ халӑх юррисем. Амӑшӗ алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ те, куҫне ал лаппипе кӑшт хупласа, ун-кунӑн пӑхса илчӗ. Гленарван ҫапла чарӑнса тӑмалла пулнӑшӑн лара-тӑра пӗлмесӗр ӳкӗнет. Анчах Уэлдон миссиспа Джека?.. Пӗчӗк ачапа ун амӑшне мӗнле хур кӑтартӗ-ха ҫак путсӗр? — Шӑп та шай вӑл, Уэлдон миссис. Сирӗн мӑшӑрӑр! Ҫав ҫынна вара эпӗ ахаль ҫеҫ тавӑрса пама мар, арӑмӗпе ывӑлне сутма шухӑшлатӑп, вӗсемпе пӗрле укҫасӑрах катӑк ӑслӑ тӑванне те парса ярӑп. Эпӗ малтанах ҫак «Клеймора» шанмарӑм. Севастополь ҫав-ҫавах хитрен, праҫникри пек илемлӗн, мӑнаҫлӑн курӑнса ларчӗ. Ҫав-ҫавах туса пӗтермен чиркӳ, колонна, тинӗс хӗрри, тӑвалла тӑсӑлса выртакан сип-симӗс бульвар, илемлӗ библиотека ҫурчӗ, пӗчӗкҫеҫҫӗ, тӑп-тӑрӑ бухтӑсем, ҫӳллӗ карап мачтисем, тӗрлесе илемлетнӗ водопровод арккисем курӑнса тӑчӗҫ. Ҫӳлте кӑвак тар тӗтӗмӗ явӑнчӗ, ӑна вӑхӑт-вӑхӑт тупӑ ҫӑварӗнчен тухакан вут хӗрете-хӗрете илчӗ. Севастополь ҫав-ҫавах хитрен, праҫникри пек илемлӗн курӑнса ларать. Унӑн пӗр енче пӑсланса тӑракан тусем тӑсӑлчӗҫ, тепӗр енче — хӗвел ҫинче йӑлтӑртатакан тинӗс ейелсе выртрӗ. Давыдов месерле, аллисене пуҫ айне хурса, хӑй ҫийӗнчи таса шупка кӑвак пӗлӗт ҫине пӑхса выртать. — Мӗнле! Кукамай каласа кӑтартнисем тӑрӑх эпӗ турӑ амӑшӗ вӑл ҫамрӑк, чипер, ырӑ тесе шутлаттӑм; журналсенчи картинӑсем ҫинче те вӑл ҫавӑн пекчӗ, иконӑсем вара ӑна ватӑ та сивӗ кӑмӑллӑ пек, вӑрӑм, чалӑш сӑмсаллӑ та йывӑҫран тунӑ алӑсемлӗ пек ӳкерсе кӑтартатчӗҫ. Ҫавӑнтах Курски ҫӗр улпучӗ бал ҫинчен илемлӗн ҫырса кӑтартнине вуласа тухрӑм. — Турӑшӑн та, ан пӑрах! — тенӗ юлташӗ, ӑна чарса, — вӑл санӑн куҫна ҫав тери чикет пулсан, мана пар эппин ӑна. Кайран тепӗр коллежски асессор е майор патне кайрӗ. Ку майор ҫынтан кулма юратать, Ковалев вара вӑл чӗрре кӗрсе калаҫни ҫине: «ну, сана эпӗ пӗлетӗп, эсӗ вӗҫӗмсӗр тӑрахлатӑн», тесе ҫеҫ тавӑрать. Лукашка амӑшӗ, хорунжи арӑмӗн хаяр пит-куҫне курсан, малалла калаҫма аван маррине сисет, ҫӗтӗкне шӑрпӑкпа тивертет те, ура ҫине тӑрса, ҫапла калать: «Мана ан пӑрах, амӑш, асра тыт ҫак сӑмахсене. — Пулӑ этем ӳтне ҫимест… Эпӗ каллех нимӗн те калаймарӑм… — Эккее, хурах! — терӗ иккӗмӗш казакӗ. — Пулӗ те, — терӗ Калугин, — а эпӗ пуринчен ытла сылтӑмра ҫӳрерӗм; икӗ хут кайса килтӗм эпӗ унпа: пӗринче генерала шыраса ҫӳрерӗм, а тепринче ахаль ҫеҫ, ложементсене курмалла ҫеҫ кайса килтӗм. Новороссийскра хӗрлисем пристаньсем ҫинче калмӑксен пуҫӗсене касатчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах офицерсемпе хуҫа-улпутсем пӑрахутсем ҫине ларса, ӑшӑ енчи ют ҫӗршывсене тарчӗҫ. Ҫак каҫ капланса килекен тӗтресен хуп-хура пурҫӑн пӗркеленчӗкӗсене шӑплӑха путнӑ ҫурхи ҫилсем ҫупӑрлаҫҫӗ. Гостиницӑ картишне таса мар ҫи-пуҫлӑ армянсем лавсемпе кӗрсе тулчӗҫ, вӗсем хыҫҫӑн тата ҫул ҫӳремелли пушӑ коляска та ҫитсе чарӑнчӗ: коляска ҫӑмӑл пырать, ӑна питӗ ӑста тунӑ вара, пӑхмашкӑн та вӑл ют ҫӗршывран килнине асӑнтарать, ун хыҫҫӑн венгерка тӑхӑннӑ пӗр пысӑк мӑйӑхлӑ ҫын утса пырать; лакей тесен, вӑл питех те чипер тумланнӑ темелле, чӗлӗмӗн кӗлне пит маттуррӑн шаккаса кӑларнине тата ямшӑк ҫине кӑшкӑркаланине пӑхсан, вӑл мӗнле чинра иккенне тӗрӗсех пӗлме пулать. Комсомол билечӗ пур. Бульвар манӑн чуна ҫӗклентерет: ҫӑкасем хыҫӗнче, тӗп аллея айккипе, ҫӗнӗ илемлӗ хуралтӑсем лартса тухнӑ. — Эсир шӳт тӑватӑр-им, мистер Стумп? Гарри, чуп часрах, тыт ӑна! Ҫырана, Геркулес! Ытти ачисем те пурте тенӗ пекех хӑйсем ҫинчен ҫавӑн пекех калама пултараҫҫӗ вӗт, ҫавӑнпа та вӑл ачан лаврӗсем хаклах пулмарӗҫ. Пӑван хулпуҫҫине сиктеркелесе илчӗ. — Каҫар ҫак телейсӗрӗн ҫылӑхӗсене. Кил-ха, курам эп сана, тытса пӑхам, ывӑлӑм. Мана кӳрентерме вара ансат, кунта ман хута кӗрекен ҫук… Том, аптӑраса кайса, пӗр ури ҫинчен тепри ҫине пускаларӗ. Эпӗ, паллах, кун ҫинчен тавлашса тӑмастӑп. — Ӑна эсир илтӗр, анне, а эпӗ сирӗн патра пурӑнакан ҫын кӑна. Хӗвелпе хӗрнӗ вӑрӑм курӑк хӑйӗн ӑшӗнчен пылак ҫӑра шӑршӑ сарма пуҫларӗ. Тӳрленсе ларсан, вӑл, куҫӗсене питӗ хӑраса ӳкнӗ чухнехи пек чарса, учительница ҫине пӑхма тата хӗрелнӗ ҫамкине сӑтӑрма тытӑнчӗ, Давыдов вара, ӑшӗнче кулнипе чӗтресе, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, питне, яланхи пек, аллипе хупларӗ. — Мӗнле майпа вӑл ун пек ытла чаплӑ пулса тӑнӑ-ха? Кай. Ха эс ӑна, ха епле ҫунтарать усал! Тумтирне вӑл пире хӑй патӗнчен ч-часрах кӑларса ярас шухӑшпа парать. Хальтен халь ҫумӑр ҫӑвас пек тӑчӗ, Кралич, хӑй валли ӑҫта та пулин хӳтӗ шыраса, васкавлӑн малалла утрӗ. Ҫапла вӗрентетчӗҫ мана ватӑ ҫынсем. Акӑ куҫсем тусанпа витӗнчӗҫ, ҫӑварӗ чалӑшса карӑнчӗ. — Вӑл ура ҫине тӑчӗ. «Шуйттан сӗтӗрсе килчӗ-и мана ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫке!» — терӗ те хӑй ӑшӗнчӗ Оленин, тӑрса тухса кайма хатӗрленчӗ. Мӑн хырӑм Пацюк ӗлӗкрех чӑнах та запорожец пулнӑ; анчах те хӑваласа янӑ ӑна унтан, те хӑех тарса килнӗ, — ӑна никам та пӗлмест. Эпӗ Антип ҫинчен аса илтӗм те, ӑна хам мӗн курнине каласа патӑм. Вӗсем патне Жоржетта та хӑйӗн хӑвӑрттӑн куҫса ҫӳремелли мелӗпе, тӑват уран упаленсе тата шуса, часах унта ыткӑнса ҫитрӗ. Тарасси пирки сӑмах та пулма пултарайман. Ҫак самантра ҫӳлти турӑран ыйтнӑ шухӑш ун пуҫне пырса кӗчӗ: хӑй юратакан ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлмалли меле тупрӗ вӑл, хӑй пурнӑҫне пӗтерсен те, вӗсене ҫӑлмалли мел. Урӑхла каласан, турра юрӑхлӑ пулмалла. — Сирӗн хушӑра йывӑр аманнисем ҫук-и? — ыйтрӗ Гальмало. Володя, пыратӑн-и? Кайран ҫав Олютка ҫине эпӗ пӗр пилӗк ҫула яхӑн ҫилленсе ҫӳрерӗм, анчах мӗн усси пулчӗ-ха? — Кай! — ун аллинчен вӗҫерӗнчӗ Васятка. «Ах, турӑҫӑм, мӗн кирлӗ вӗсене манран!» — шухӑшларӗ вӑл ҫилӗллӗн, унтан, кӗтмен хӑнасенчен хӑвӑртрах питӗрӗнсе илес тесе, мӗнпур вӑйпа килнелле вӗҫтерчӗ. Хӑйшӗн пулсан, нимле чӑрмав та ҫук унӑн: паспорт кӑна илмелле, анчах Еленӑпа мӗн тумалла-ха? Матрос старик ҫине аптраса пӑхса илчӗ. Унтан каллех унӑн куҫхаршисем ҫилленерех хускалчӗҫ. Унтан вара вӑл пӗр сӑлтавсӑрах ахӑлтатса кулса ячӗ, кунта ӗнтӗ ӑна палласа илмесен май ҫукчӗ. Макар ҫур ҫӗр иртсен тӳрех ҫывӑрма выртма пуҫларӗ… Кӑмӑла уҫса яракан уҫӑ тинӗс сывлӑшне кӑкӑр тулли сывласа илет, куҫсем ҫак аслӑ кӑвак тинӗс ҫине ытарайми савӑнса пӑхаҫҫӗ. — А ӳссен кам пуласшӑн эсӗ? Анчах кунта сӑмах сӑйласси ҫинчен пымасть, эпӗ урӑх ҫӗрте апатланӑп. Ҫавнашкал ҫивчӗ куҫа пулах Васьӑн ыттисем пурте куракан тӗнчесӗр пуҫне урӑх никам та курма пултарайман тата пӗр хӑйӗн кӑна шутланакан тепӗр тӗнче пур, ахӑртнех, вӑл питӗ аванскер пулмалла, мӗншӗн тесен Вася ун ҫине мӗнле тӗлӗнсе те хавхаланса пӑхнине курса тӑнӑ май никам та лӑпкӑ юлма пултараймасть, пурте ӑмсанаҫҫӗ ӑна. Ахӑрать-и тӑвӑлӗ — Кивӗ карапсем Ҫунатсене ҫӗклесеЫткӑнаҫҫӗ тинӗсе. Мухтанас килсе кайсан — кам умӗнче мухтанмалла-ха? Товкач есаула вӑл, Сечран мӗнле те пулин хыпар парас пулсан, пӗтӗм полкӗпе ҫав сехетрех унта ҫитме приказ пачӗ. — Лартса йӗртӗп-ха сана, — вара, Марьянӑран пӑрӑнса, ытти хӗрсем ҫине, кӑшкӑрса пӑрахрӗ, — ма вылямастӑр!? Ҫакна ҫеҫ пӗлетӗп эпӗ. — Эсир чӑнах та княжна хыҫҫӑн сӗтӗрӗнес тетӗр-и вара? Мӗн илсе килчӗ сана пирӗн пата? — Гемфри Дэви ҫакна мана питех те ҫӑмӑл опыт туса ӗнентерчӗ. Сид вӑраннӑ пек пулчӗ, Том вара каллех йынӑшма тапратрӗ. — Ак ӗнтӗ мӗнле вӗсем, ӗҫсем! — Ҫавӑ. Вӑл пуринчен ытларах кӗске статьясемпе кулӑшла фельетонсем ҫырать. Пӗчӗк хулана тӗлӗнмелле хыпар ҫавра ҫил пек пырса кӗчӗ: «Патшана сирпӗтнӗ!» — Арӑму питӗ пуян-и санӑн? Гусев мӑйӑхне хиврен пӗтӗркелерӗ — айккинелле те ҫӳлелле. — Вӗлернӗ теҫҫӗ ӑна… Анчах эпӗ ҫакна пӗлетӗп: каноник Монтанелли сирӗншӗн питех те тӑрӑшать, йӑнӑш каламастӑп пулсан, сирӗн ырлӑхӑршӑн ытла та пӑшӑрханать. Юратнӑ вӗренекенпе уйрӑлма тӳрӗ килсен, эпӗ те ҫавӑн пекех пӑшӑрханнӑ пулӑттӑм. Эпӗ ҫакӑн чунушӑн тӑрӑшнине пӗлсен вӑл пит те савӑнӗ. Ку учрежденин хӑйӗн нумайранпа ҫирӗпленнӗ йӑлисем пулнӑ, кунпа пӗрлех унӑн чапӗ пӗтӗм тӗнчипех сарӑлнӑ. Мӗн кирли манӑн пурте пурччӗ, ачана та унта килтинчен япӑх марччӗ, мӗншӗн тесен унта шӑп. Анчах манӑн вӗсене пула ирччен ларма тиврӗ — вӗсем иккӗшӗ те манӑн алӑра-ҫке; унтан пӑхатӑп та, телее, икӗ кимӗ ишеҫҫӗ, ҫак вӑхӑтра негр, пуҫне чӗркуҫҫи ҫине хурса, ҫывӑрса кайнӑччӗ тата; кимӗ ҫинчисене эпӗ кӑчӑк туртрӑм та вӑрттӑн паллӑ парса систертӗм, вӗсем негр патне хуллен ишсе пычӗҫ, вӑл мӗн пулса иртнине ӑнкарса иличчен ӑна ҫыхса та хучӗҫ. Хӑш чухне вӗсем пирӗн чи вӑрттӑн шухӑша та самантрах тавҫӑрса илеҫҫӗ, хӑш чухне чи уҫҫӑн систернине те ӑнланаймаҫҫӗ. — Мӗншӗн-ха вӗсем ҫапла? Горскипе цимлянски эрех кӗленчи пӑккисене шаплаттарса уҫса кӑларса лартрӗҫ, ӑна вара шампански хисепне хурса, кӑмӑлласах ӗҫрӗҫ, пит-куҫсем хӗрме пуҫларӗҫ; калаҫу та шавлӑрах, ҫыхӑнусӑртарах, хаваслӑрах пулса кайрӗ. Тата лаша сирӗн пит лайӑх! Сӑртлӑхсем текех курӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, пур ҫӗрте те, ӑҫта кӑна ан пӑх, вӗҫсӗр-хӗрсӗр хӑмӑр тӳремлӗх кичеммӗн сарӑлса выртать; хӑшпӗр ҫӗрте кӑна Улӑп тӑприсем тӗл пулкалаҫҫӗ, тата ӗнерхи кураксем вӗҫеҫҫӗ. — Ут ман патӑмра, унта курӑнӗ-ха вара. Сан ҫамрӑк тусу тинӗс ӗҫӗнче ача-пӑча: карап уҫӑ тинӗсре хӑш вырӑнта пынине вӑл лагпа та компаспа ҫеҫ уйӑрма пӗлет. Вӑл Уэлдон миссиспа Джекӑн тыткӑнри йывӑр шӑпине уҫҫӑнах туйса илчӗ. Пӗтӗмпех ҫӗнӗрен тумланса килне таврӑнчӗ, ҫийӗнчи шӑлаварӗ те уяв чухне тӑхӑнмаллискер. — Ӑна пӗрре ҫеҫ мар астунӑ эпӗ. Вӑл сарлака кӳлӗ хӗррипе пырать-мӗн, кӳллинчен пӗчӗк шыв юхса тухса, инҫетри тӑвайккисем хушшипе авкаланса выртать. Пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ. Ромашка чӗтреве ернӗ аллипе стакана шыв тултарчӗ те ӑна сыпма сӗнчӗ. Кедрон кӗперӗ урлӑ каҫать вӑл, Силоам ялӗ хӗррипе ҫаврӑнать те чуллӑ ҫулиа майӗпен-майӗпен Ватн-эль-Хавӑн кӑнтӑр тайлӑмне, хӑйсен иҫӗм пахчине хӑпарать. Кукша пуҫ отвечӗсене итлеме чарӑнмасӑрах, Федор блокнот ҫине ҫырса ларать: «Ман шутпа, ку ҫынна лайӑхрах тӗрӗслемелле, кунта ӗҫлеме пӗлменни кӑна мар. Ылтӑн эрешсемпе илемлетсе пил шӑмминчен тунӑ хӑй тронӗ ҫине ларнӑ та, пуҫне ывҫи ҫинелле тайӑлтарса, чавсисемпе ылтӑн арӑсланӑн ҫурӑмӗ ҫине тӗреннӗ Соломон, унтан хушнӑ: — Ҫырӑр! — Пулӗ те, — терӗ Мак-Набс, вӗсем ҫухалнипе пӑлханса кайнӑскер. Динго туйса тӑнӑ Негоро, ахӑртнех, Гарриспа тӗл пулса, калаҫса татӑлма ӗлкӗрчӗ те пуль. — Акӑ юрать те. Авалхи тӗмесене кӑвак ӑрша хупланӑ. Ют ҫӗрте… Кимӗ лӑпкӑн сарӑлса выртакан шыв тӑрӑх ерипен шума тытӑнчӗ, вӑл пӗрре тӗтре ӑшне чӑмрӗ, тепре ирӗке тухрӗ; хуп-хура шыв ҫине уйӑх кӗмӗл тӗс сапса тӑчӗ. — Павлуша чунӑм, Павка чунӑм, тӑванӑм… Воропаев чармарӗ ӑна. Сӑртсен хыҫӗнче решеткеллӗ башньӑсен, картлашкаллӑ ҫуртсен ӗлкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫӗкленеҫҫӗ. Унӑн шуратман йӗтӗн пирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗпи чӗп-чӗрӗ юн, хуларанах тӑхӑнса килнӗ кӗске йӗмми (кивелнипе йӗм пӗҫҫи вӗҫӗсем ҫӳҫеленсе кайнӑскер), чӗркуҫҫи тӗлӗнче ҫуркаланса пӗтнӗ, ярханах янӑ ҫухи айӗнчен татуировка туса эрешленӗ хурарах кӑкри курӑнса тӑрать. Говэн Симурдена палласа илчӗ. Паганель, ҫапла пулсан та, ирхине питӗ начар кӑмӑлпа вӑранчӗ. Ҫакӑн ҫинчен шутласа илнӗ хыҫҫӑн нимӗнле шухӑшпа та тӗксӗмленмен паҫӑрхи савӑк кӑмӑлӑм самантрах пӑсӑлчӗ, хам умра мӗн пуррине йӑлтах, — ҫав шутра унӑн куҫӗсемпе куллине те, — темле тӗтре хупӑрласа илчӗ, эпӗ темрен вӑтанма пуҫларӑм, хӗрелсе кайрӑм, калаҫайми те пултӑм. Кунтан ытларах эпӗ пӗччен пурӑнма пултараймастӑп. Ан манӑр: хӑвӑр именине мӗн чухлӗ хаклӑрах сутатӑр, сире иксӗре тата сирӗн ачӑрсене ҫавӑн чухлӗ ытларах лекӗ. Никита ӗнер тӗттӗм пуличченех вӑрмана тухса кайнӑ; кашни кун тенӗ пекех, вӑл, унтан пӗр-икӗ лав ҫӗрӗк тӑпри турттарса килсе, ӑна сад валли тасатнӑ вырӑна тӑкать. — Эпӗ акӑ — старик, утмӑл иккӗмӗш ҫул пурӑнатӑп пулин те, ҫапах ҫук вӗсем манӑн. Чарӑнмасӑр тенӗ пекех, ялтӑр та ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, аслати хӑватлӑн кӗмсӗртетнине пула ман пӳлӗмӗн чӳрече кӗленчисем чӗтӗресе, чӑнкӑртатса ҫех тӑчӗҫ. Руҫа тӗне кӗртни ку, ӑнланатӑн-и? — Коко! — терӗ кукамай, ахӑртнех, эпӗ чун ыратнипе асапланнине асӑрхаса, — Коко, — терӗ вӑл ҫепӗҫрех сасӑпа, — эсех-и ку? — Лайӑх мар-ҫке сире аплах чӑрмантарма. Нумайӑшӗ тусем ҫине улӑхать, — тӗтреллӗ ту хушӑкӗсенче усалран тасатакан улла юррине илтессе шанать. — Джим! Ӑслӑ ҫын нихҫан та йӑлӑхтармасть; Воропаев ҫӗнӗрен, тӑваттӑмӗш хут, йывӑр аманман пулсан, мӗнле пуҫланса кайнӑ, мӗнле йӗре ӳкнӗ, пурте ҫавӑн пекех пулнӑ пулӗччӗ. Тепӗр вунпилӗк минутран Мельбурн порчӗн синдикне (начальникне) телеграмма пачӗҫ. — Эсӗ пӗлетӗн-и, эпӗ йывӑр та пайтасӑр ӗҫе чӗререн парӑнса тытӑннине, мана… пире, хӑрушлӑха кӑна мар, хамӑра кирлисӗр ларма, тен, мӑшкӑлланине тӳсме тивӗ? — Пӗлетӗп, пурне те пӗлетӗп… Эпӗ юрататӑп сана. — Сана хӑвӑн хӑнӑхнӑ йӑлусене, пӗтӗмпех пӑрахма тивет, эсӗ ют ҫынсем хушшинче пӗччен пулӑн, тен, санӑн ӗҫлемелле те пулӗ… Елена аллипе ун тутине хупларӗ. Пӗшкӗнсе пӑхса вӗсем иккӗшӗ те пушах иккенне курчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ. Манӑн хушаматӑм Комков, — терӗ вӑл — Пӗлӗшсем пулӑпӑр. Кавалерсем арӑмсемпе юнашар ларма хӑйрӗҫ. Хӗрсем хӑйсен кӳршисемпе пӑшӑлтатма, кулма тытӑнчӗҫ; хӗрарӑмсем пӗр-пӗринпе сӗтел урлӑ хытӑрах калаҫма пуҫларӗҫ. Халь акӑ эпӗ ямшӑк, ҫапах та ҫӑмӑл урапа ҫинче Давыдов юлташпа юнашарах ларса пыратӑп. Епле час ҫитрӗм-ха унта?» Гленарвансемпе Шотландири ытти нумай ҫемьесем пекех, Грант та Шотландине Англи пусмӑрласа пурӑнать тесе шутланӑ. Ман ҫумрах тӑр. Ҫапла каларӗ те вӑл ҫӗре, шӑпах Томпа иксӗмӗр хушша, ларчӗ, ҫурӑмӗпе алӑк ҫумне тӗршӗнчӗ, урисене тӑсса хучӗ, ҫакна май хӑрах урипе чутах ман урана сӗртӗнетчӗ. Апла пулсан, эпӗ сирӗнтен ҫапла ыйтам: эсир мӗншӗн Чӗмсӗр Демида партие илместӗр? — Анчах эпӗ — революционер, реформӑсене кураймастӑп… Ҫынни аван пек те, кам пӗлет ӑна: сасартӑк кутӑнланма пуҫларӗ-тӗк, тӗрӗслесе пӑхма килӗшмесӗрех шавлама тытӑнчӗ-тӗк? — Унтан ҫавӑнтах ачалла ӳкӗтлесе ыйтрӗ: — Чунӑмҫӑм! Салтаксем ҫаплах малалла утаҫҫӗ-ха. Унталла-кунталла пӑхкаласа, шиклӗн, хӑйсем мӗн шыранине тупасран хӑраса утаҫҫӗ. — Джемма ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Вӑл мана ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирне тата йӗппе ҫипне пачӗ, хӑй вара аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, ӳсӗрсе, ҫилӗпе мӑкӑртатса пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткалама тытӑнчӗ. Вӑл докторпа калаҫма май тупнӑ та, доктор ӑна вара Полярнӑя ҫитмешкӗн пропуск илме пулӑшнӑ. — Кун пек япалана хӗр епле шухӑшласа кӑларма пултартӑр-ха? Пуҫне чиксе, курпунне тата та ҫӳлерех ҫӗклесе, вӑл лӑпкӑрах сасӑпа вулама пуҫларӗ, вара тӑххӑрмӗш кафизма сӑмахӗсемпе пӗрле икӗ сасӑ ӗсӗклесе калаҫни илтӗнсе кайрӗ. — Эх, ку пурӑнӑҫ телейӗ, манпала мӗнле мыскара туса хучӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Унӑн пӳрнисем кӗнеке страницисене тата хытӑрах уҫма тытӑнчӗҫ. — Паллах, Уэлдон миссис, анчах Сан-Фелисе асьендӑра эсир йӳҫӗ кӳкӗртлӗ хинина тупатӑр ак, вӑл сивчире ахаль хинин хуппинчен лайӑхрах чарать. — Уйрӑм Приморски армипе пӗрле, Сапун-тупа тинӗс хушшине. Кэтти сирӗн валли ятарласах Девоншир кексӗ пӗҫернӗ. Половцев ун ҫине чӗнмесӗр пӑхса илчӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Ҫак пурлӑха пӗтӗмпех пирпе чӗркӗр те, шӑппӑн, йӗри-тавралла пӑхса ҫаврӑнса, лупас айне кайӑр. Паллах, вӗсене манран хӗрхенӳ пулмӗччӗ. Кам ҫав хӑтланусене пуринчен те лайӑх тӑвать, ҫавна симӗс ҫипне парса ырлӑх тӑвать; хӗрлӗ ҫиппине хӑй ҫивӗччипе иккӗмӗш вырӑнта тӑраканнине парать, кӑвак ҫиппине виҫҫӗмӗшне парать. Парнеленӗ ҫиппине пилӗк тавра пиҫиххи пек икӗ хут яваласа ҫыхса ҫӳреҫҫӗ. Патша ҫуртӗнче ҫакӑн пек пиҫиххи ҫыхман ҫынна сайра ҫеҫ курма пулать. Катастрофа хыҫҫӑн тепӗр вунӑ минутран «Пилигрим» ҫинчи ҫынсем типҫӗр ҫине, ҫыран хӗрринчи сӑрт ҫумне тухрӗҫ. Ман пурнӑҫра ӑнӑҫсӑр япаласем миҫе хутчен пулса иртмен-ши. Ку доктор паллӑрах ҫын пулнӑ, унӑн сӑмала пекех хура та чаплӑ бакенбарчӗ, тӗреклӗ те чипер арӑмӗ пур, хӑй ирсерен чӗрӗ панулми ҫиет, ҫӑварне ҫав тери таса тытать, ӑна кашни ирех пӗр сехете яхӑн чӳхет, шӑлӗсене пилӗк тӗрлӗ счеткӑпа тасатать. Ах, питӗ-питӗ вӑраха пычӗ ҫакӑ тата каласа пама ҫукла хӳхӗм, илемлӗччӗ… Епле-ха эсӗ, юлташ, лаша тӑварса чӑрманасран йӗрӗнместӗн? Хӑй нимӗн тӑваймасса туйни унӑн халне шалт ҫапса хуҫнӑччӗ, ирӗккӗнех тӗрӗксене парӑнса, мелнике таркӑн пытарса усранӑшӑн айӑпласран хӑтарма ҫеҫ вӑйӗ ҫитессӗн туйӑнатчӗ. — Таврӑнмаҫҫӗ вӗсем, — терӗ вӑл ҫӗткеленсе, кӑштах вӑхӑт иртсен, — пӑрахса хӑварчӗҫ вӗсем пире. Мӗнле юрӑсем пирӗн! Сербсеннинчен пӗрре те кая мар. Улпут ассӑн сывласа илчӗ те тенкел ҫине ларчӗ. Хӗрарӑм-тухатмӑшсемпе тавлашма никамӑн та вӑй ҫитес ҫуккине Том лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуйхӑрса ӳкрӗ. Чӑнах та, кун хыҫҫӑн чылай вӑхӑт пӳртре темӗн чухлӗ ҫӗлен пурӑнчӗ. — Э-эхе-хе! — ассӑн сывласа янӑ Маякин. — Анчах халь чыхӑнса ан вилӗр, Лена, унсӑрӑн эпӗ пӗччен пӗтме пултаратӑп… Эпех ярмӑнка смотрительне тата темле кирлӗ ҫынсене взяткӑсем леҫсе ҫӳреттӗм, вӗсенчен «тӗрлӗ саккунсӑрлӑх тума ирӗк паракан хутсем» илсе килеттӗм, — ҫавӑн пек калатчӗ хуҫа вӑл документсем ҫинчен. Санин куншӑн питӗ хавасланчӗ, вӑл, ҫемҫе кавир тӑрӑх шӑппӑн утса калле-малле ҫӳренӗ май, Джеммӑпа епле пурӑнасси тата ун патне мӗнле хыпарпа таврӑнасси ҫинчен шутлама; пуҫларӗ, — Анчах Полозов, хӑй каланӑ тӑрӑх, ахаль чухнехинчен иртерех вӑранчӗ — мӗн пурӗ те сехет ҫурӑ ҫеҫ ҫывӑрчӗ… вӑл, пӑрлӑ зельтер шывне пӗр стакан ӗҫсен, сакӑр кашӑка яхӑн варени ҫӑтса ячӗ. Варенийӗ — вырӑс варенийӗ, хӑй каланӑ тӑрах, Полозов унсӑр пурӑнма та пултараймасть иккен, камердинер ӑна тӗттӗм-симӗс, чӑн-чӑн «Киев банкипе» илсе килчӗ. Вара Санин ҫине тӑртаннӑ куҫӗсемпе пӑхса, манпа картла выляма кӑмӑл ҫук-и сан? — терӗ. Вӑлчи лайӑхскер, осетр пуллӑн… Кӑнтӑрла чир пӑртак лӑпланнӑ пек пулать те ман пата тӑн ҫаврӑнса килет. Чеченеца пуҫӗнчен лекнӗ. Вӑл унӑн чи тӗрӗсрех те хӑюллӑрах калакан кӗнеки пулать. Шухӑшларӑм та ҫылӑха кӗтӗм акӑ! Вӑл ӗнтӗ юри тунӑ куллисем ҫинчен те манчӗ, пӑнчӑсемпе йӑлт ула-чӑлаланнӑскер, хӑйӗн сунаслӑ сассипе музыкӑна кӑшкӑрса ҫӗнтерме тӑрӑшрӗ. Монтанелли роза тӗмӗ ҫинчен чечек хуҫса илчӗ, чечек ҫулҫисене тата-тата пӑрахрӗ те тунине шыва ывӑтса ячӗ. Хам та пӗлместӗп вара, темшӗн вӑл ман ҫине тӗлӗнмелле ачашшӑн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ: вӑл ҫапла пӑхса тӑни мана тахҫан ӗлӗк ҫавӑн пекех пӗр ачашшӑн пӑхаканскер ман пурнӑҫпа вылянине аса илтерчӗ. Карап урса кайнӑ лаша пек пӗрре чӗвен тӑрать, тепре айккинелле чалӑшать. — Юрамасть! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Тимур. Сентябрӗн 10-мӗшӗ Паян Корчагин тӑванӗсем патне унӑн ячӗпе пуҫласа ҫыру ҫыртӑм. Икӗ уйӑх — Оллопа Литха — ҫутипе ҫӗрле, усал эрешмен, цитли, санӑн ҫуртна картипе ҫыхнӑ чухне — мӗлке пулса тӑр, вара цитли сана тытаймасть. Тӗлӗнмелле, темшӗн манӑн пурне те Соньӑна юраттарас тата ҫакӑн ҫинчен пурне те калаҫтарас килчӗ. Эпир хуҫа ҫуртӗнчен те пысӑкрах йывӑҫ карап ҫине ларса вӑрахчен тинӗс тӑрӑх ишсе ҫӳрерӗмӗр. — Тата хӑйӗн кюришӗн. Красноармеец шинелӗ тӑхӑннӑ, йӗри-тавра пиртен ҫӗленӗ патрон сумкисем ҫакса тултарнӑ. Серёжа пӗр вунӑ красноармеецпа пӗрле сахӑр завочӗ патӗнчи ҫул юппи тӗлӗнче тӑрать. Черет юлашки чӗнӳ патне ҫитсен, Осадчий пуҫне аялалла пӗкрӗ те мӑйне хытарса хучӗ, куҫӗсем унӑн хурлӑхлӑ, ҫилӗллӗ те тӗлӗнтермӗшле хӑрушӑччӗ, контрабас хӗлӗхӗ евӗр кӗрлекен мӑнӑ сассипе тӑстарса-юрлаттарса кӗмсӗртеттерчӗ: — «Эй турӑ, ҫӳлти патшалӑхунта яланлӑхах ырлӑхпа канлӗх парсам хӑвӑн вилнӗ чуруна Микихвӗре… Командир Бредис ятлӑччӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ҫутҫанталӑк хӑех тата ман шӑпа мана ӗҫчен пурнӑҫпа, канӑҫсӑр пурӑнма пӳрнипе эпӗ каллех тӑван ҫӗршыва пӑрахса уҫӑ тинӗсе тухса кайрӑм. Ырӑ Шанчӑк (Добрая Надежда) сӑмсахӗ патне ҫитичченех ҫул майлӑ ҫил тӑчӗ. Вӑл ҫаплах каллӗ-маллӗ утрӗ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн аллисемпе пит ӗненмелле паллӑсем тӑва-тӑва илчӗ, анчах кусем, тепӗр тесен, Ромашова мар, ытларах хӑй черетпе хутлакан хире-хирӗҫле ик кӗтесе тивӗҫрӗҫ. Хӑй опытлӑ, ӑста лётчик пулнӑскер, вӑл эфирти сасӑсем тӑрӑх ҫапӑҫу пит те вӗри пулнине, тӑшман вӑйлине, вӑл пӗлӗтрен каясшӑн маррине ӑнланчӗ. Ҫапла, ҫапла, союзниксем халь шӑп ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ… Чаплӑ спектакль! Манӑн ҫӑкӑр ҫиес пулать, ӗҫлес пулать вӗт! — Мӗншӗн эсӗ ху тухса каясси пирки никама та пӗлтермерӗн? — ыйтрӗ Кораблев. Ученӑя ҫапла ҫунтарса янӑ, анчах пупсемпе манахсем наука ӗҫне чарса тӑрайман. Анчах та кӑкӑрӗ ҫине вырттарнӑ ҫивӗт вӗҫӗсем ӗлӗкхин пекех пӗтӗрӗнсе тӑраҫҫӗ, ҫамки ҫинче те унӑн ҫавӑн пекех пӗтӗрӗнчӗк пайӑркасем пур. Вутӑ вӑл пирӗн строительство материалӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗрремӗш рота ура ҫине тӑнӑ, унтан иккӗмӗшӗ — пӑшалсене алла тытма хушнӑ, батальон вара малалла утнӑ. Анчах вӑхӑтра пеме пулмарӗ. — Эп санран ыйтмастӑп! — кӑшкӑрчӗ офицер хыттӑн, каллех: — Ху кала карчӑк! — терӗ… Вырӑн ҫине выртрӗ… ҫаплах йӗчӗ, унтан вара, пӑхатӑп та, тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ. Вӑл пӗрре те Пушкинӑн Татьяни пек мар. Хулпуҫҫийӗсем ҫине усӑнса тӑракан кӑтра ҫӳҫӗ ҫеҫ ӑна Татьяна пек кӑтартать. Дубровский малалла утрӗ. Нумай ҫӗртен ҫула пӗчӗк шывсем татса кайни тӗл пулчӗ, — хӑйсен ҫыранӗсем йӑлтах тӗме йывӑҫӗсемпе витӗннӗ. Лаши прерирен чупса килнӗ. Юрӗ ӗнтӗ! Ҫул ҫине пирӗн нимӗн те ҫук-и? — ҫӗнӗ тавлашу тухса каясран шикленсе, анчах халӗ тӳлеккӗн ыйтрӗ Корытов. Хӑйӗн хаклӑ юлташӗ Коимбрӑн юлашки ултӑ шӑлӗнчен иккӗшӗ тухса ӳкнине курсан, пӗтӗм чунтан ахӑрса кулса ячӗ. Хӑйне хӑй асӑрханарах тыткалакан Долинник Павела нумаях пӗлтермерӗ. Сумкине хӗвне хӗстернӗ те вӑл тӗлӗнсе пӑхса тӑрать. «Казбич иккен!» — тесе шухӑшларӑм та эпӗ вӑл кольчуга тӑхӑннине аса илтӗм. — Маншӑн. — Анчах француз нимӗн те чӗнмерӗ, часах хӑрлаттарма та тытӑнчӗ. Ҫӗршӗн пыракан тавлашусем час-часах хускала пуҫларӗҫ. Вӑл ун куккӑшӗн, дон Сильвио Мартинецӑн гасиенди. Утмӑл ҫулти атте ҫынсене «паллиативлӑ» майсемпе эмеллесси ҫинчен калаҫать, ҫынсене эмеллет, хресченсемпе кӑмӑллӑ пурӑнать, — пӗр сӑмахпа каласан, ҫӗмӗрттерет кӑна; аннене те пурӑнма аван: унӑн кунӗ тӗрлӗрен ӗҫсемпе, ахлатнипе тата ахлатнипе тулса ларнӑ, пурӑнӑҫ ҫинчен шутласа тӑма та вӑхӑт ҫук; эпӗ вара… Ҫул ҫине ҫав тери ырӑ шанӑҫсемпе тухнӑ ҫак отряд ҫине халӗ пӑхма та питӗ кичем! Капитан тулашри алӑка уҫрӗ те пурте таврӑннине пӗлме ҫынсене шутласа тухрӗ. — Пӗлместӗп, хаклӑ Гленарван. Ку ыйтӑва хирӗҫ эпӗ сире нимӗн те калама пӗлместӗп, — терӗ Паганель Гленарвана. Сӑмах май, акӑ мӗн, князь, ыйтса пӗлем: Дубровский сан патӑнта, Арбатовӑра, пулнӑ темеҫҫӗ-и? Тӗтре, тӗтре, халь пур ҫӗрте те пӗр тӗтре ҫеҫ. Пӗр сехет иртрӗ, тепӗр сехет те ҫитрӗ, анчах вӗсем халӗ те ҫаплах вӑйлӑ ҫапӑҫаҫҫӗ. Хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. — Курӑпӑр-ха… …Шупка чей хутӗнчен касса кӑларнӑ шӑтӑкласемпе, тӑхлан хутсемпе, йывӑҫ ҫулҫисемпе тата темӗскерсемпе те маччари папкасене эрешлесе, эпӗ, калмӑксем ҫул ҫинче юрланӑ пек, хама мӗн аса килнӗ — пурне те чиркӳ юрри кӗввисемпе юрласа лараттӑм: Эй маччара ларатӑп, Алла хачӑ тытса. Ҫыр, ҫырмасан чунна илетӗп!.. Ку сӑмаха вӑл чунтан киленсе, пӗтӗм пӗвӗпе чӗтресе, кӑшкӑрса калать. Тин ҫеҫ, пуҫласа вӗреннӗ хыҫҫӑн хӑй кӑмӑлне кайнӑ сӑмаха каланӑ пек, кӑшкӑрса калать. Патша вара ӑна хӑй кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытнӑ та:— Нихҫан та ан кала кун пек… — Вӗренес кӑмӑлу пур-и? — Ҫавӑнпа та ку шыв ирӗккӗнех юхса вырттӑр. — Ҫамрӑкскер, — терӗ Уҫӑпӗ. Тин ҫуралнӑ ача пек, пӗр икӗ сехет ҫывӑрса илетӗп»… Вӗсем ларакан тӗмеске ҫинчен ейӳ янӑ юханшыв курӑнса выртать. Ун тӑрринчен унӑн куҫӗсем Испанин тӑваттӑмӗш пайӗ чухлӗ йӗри-тавра курма пултарнӑ. Хӑвӑртрах кирлӗ… — терӗ. Йӗкехӳресем ҫапӑсса хӑтланмаҫҫӗ пулсан, вӑл акӑ мӗне пӗлтерет: инкек е пулать, е пулмасть. Ҫавӑ пӑртак хурланмалла пек туйӑнатчӗ. Вӑл тетрачӗн малтанхи страницине уҫрӗ. Вӑл ӗҫе кирлӗ пек тӑвас пулать. Ученыйсем унпа аптӑрасах ҫитнӗ, вӑл мӗн пирки ҫавӑн пек пулнине халичченех тӗпчесе пӗлмен-ха. Халӑх авалхи йӑла-йӗркепе уявсене аса илет, ӑна пурӑнма, юратма, ҫуратма, савӑнса киленме никам та чармасть. Вӑл сехӗрленсе ӳкнӗ, ун пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса кайнӑ. Сӗтел патнелле таврӑннӑ май, Сталин ҫапла каларӗ: — Тырӑ туса илессишӗн тунсӑхлани — ку аван. — Сирӗн умра тупа тӑватӑп: никама та пӗр сӑмах каламастӑп, мисс Луиза. — Килӗшмерӗ вӗт. — Ҫавӑн, — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ хӗрача. Вӑхӑт мар халь ун ҫинчен калаҫма… Нумай пулмасть Каса-дель-Корво гасиендине килсе вырнаҫнӑ плантаторӑн ывӑлне, американеца вӗлернӗ. Кирюха, сас кӑларас мар тесе асӑрханса, вут ҫине пӗр ывӑҫ хытхура чикрӗ. Ҫапла ҫав. Кӑшкӑрашаҫҫӗ, ӗслетеҫҫӗ, шӑхӑраҫҫӗ, алӑ ҫупаҫҫӗ; йывӑҫсен хура мӗлкисем хушшинче темскер, пушар чухне пулакан шӑв-шав иртсе кайрӗ тейӗн. Пугачев, эпӗ халӑх хушшинче тӑнине курсан, ман еннелле пуҫӗпе сулса, хӑй патне чӗнсе илчӗ. — Ан тив, вӗсем унта, эпир вара кунта, — терӗ Оленин, ун патне ҫывхарса. — Ку хамӑрӑнни. Алӑсем чӗтреҫҫӗ, ҫипне ниепле те тирейместӗп. Смолинӑн интересӗсемпе пӗлӗвӗсен туртӑмӗ купец пурнӑҫӗн таврашӗнче ҫаврӑннӑ: хӗрлӗ ача кам камран пуянраххине чухлама юратнӑ, пуянсен ҫурчӗсене, пӑрахучӗсене, лашисене хак хурса тухнӑ. Манӑн каймалла-ҫке-ха. Вара нумай нуша куракан графиньӑшӑн йӗме те хатӗрленеҫҫӗ. — Пӗр виҫӗ кунтан — пултаратӑр-и? Пӑлхавҫӑсен ҫарӗ хулари Гор кӑтартнӑ пӗлтерӗшлӗ пунктсене пурне те йышӑнса тухрӗ. Тӗплӗрех калаҫнӑ хыҫҫӑн Корчагинпа Сахаров ҫамрӑксене «хӑтӑрма» пӑрахрӗҫ. — Ну, эпир сире пӗччен хӑваратпӑр, — терӗ Софья, витӗнкӗҫне тӳрлетсе. Хӑвна ху инкекрен хӑтӑлтӑм тесе шанса тӑма май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем таҫта кӗрсе кайни ытла та тӗлӗнмелле. Ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем сыхӑ тӑма килӗшрӗҫ. Корчагин, урине тӑм ӑшӗнчен аран-аран туртса кӑларчӗ те, ури тӗпне сивӗ ҫапнипе, аттин ҫӗрӗк тӗпӗ вуҫех хӑпӑнса ӳкнине ӑнланса илчӗ. Вӑл алӑ пусрӗ те перине ҫилленсе пӑрахрӗ. Вӑл виҫӗ ҫулта пулнӑ, анчах та вӑл хӑйӗн ашшӗ тухса кайнине лайӑхах астӑвать. — Ҫак карап мӗнле арканнине хӑҫан та пулсан пӗлме май килӗ-ши? — терӗ шухӑшлӑн Уэлдон миссис. Акӑ сасартӑк самолет ҫӗр аллӑ, икҫӗр метр аялалла анчӗ. «Савнӑ, хаклӑ, мӑйӑхлӑ Жоржик, — вуларӗ Ромашов хай лайӑх паллакан, аялалла кукӑрткала-кукӑрткала кустарнӑ тирпейсӗр йӗркесене. — Пирӗн патра эс ак ӗнтӗ шӑп та шай пӗр эрне пулман, эпӗ сансӑр ҫав тери тунсӑхласа кайнӑ, ӗнерхи каҫа пӗтӗмпех йӗрсе ирттернӗ. Ҫавна ҫеҫ пӗлмелли юлать, хӑй халь ларса пыракан карапӗн ячӗпе унӑн каяс ҫулӗ ҫинчен пӗлсен, мӗн калӗ-ши ученый? Вӑл арчине урисемпе ыталаса илсе, ун патнелле пӗшкӗнчӗ те, хуллен юрлама пуҫларӗ: — Эй ҫӳлти патша… Ах, ҫук, ҫук, Ромочка, эпӗ нимӗн те, нимӗн те пӗлместӗп. Пирвайхи сивӗсем килсе ҫитрӗҫ. Эсир каҫхине ҫитетӗр, анчах та ытла кая юлсах мар. Тата ӗҫ унра та мар… Ытла хӗпӗртенӗ май кирек мӗн пулсан та ҫакӑнта маншӑн питӗ лайӑххи, иртен кун-ҫулӑмра тен чи лайӑххи пулса тӑрассӑн шухӑша илтӗм эпӗ. Ҫӗр айӗнчи вӗри ҫӑлсен е шӑранса тӑракан кирек епле япаласен те хӗрӳллӗхне виҫсе пӑхас пулсан, — ку термометр ҫителӗксӗр пулать. Пит те шеллерӗм мӗскӗн старике, анчах эпӗ ирӗке тухасшӑн пултӑм, хам текех ӗнтӗ ача мар иккенне кӑтартас, терӗм. Каҫхи апат хушшинче Викторушка амӑшне команда паратчӗ: — Ма мер, донне муазанкор тӑварланӑ аш! Ку Говэна пӑшӑрхантарма пуҫларӗ. Тупата туршӑн, йӗрсе ямӑп уншӑн!» тавӑрчӗ Иван Никифорович. Пойндекстерсен йӑхӗ ҫавӑн пек. — Эхер иккӗ ҫурӑра та килмесен, вара Сен-Жерома тетрадьсене пуҫтарса хурасси пирки калама юрать. Сирӗн хӑвӑрӑн епископ ятне пӑрахӑҫ тӑвас пулать, е манран уйрӑлас пулать. Турра улталанӑ Ева нивушлӗ ҫав ӗне майлӑ пулнӑ-ши? тесе шухӑшласа пӑхса тӑратӑп эпӗ. Ӑна хирӗҫ калаканни нумайччӗ. Марья Николаевна ӑна ерипен илчӗ те сасартӑк чӗнми пулчӗ — вара карета чарӑничченех чӗнмесӗр ларчӗ. Акӑ, пурӑнатпӑр, пӑртак ӗҫлетпӗр, хырӑмсем тутӑ, турра тав, — ах пит аван-ҫке! Пире вӑл ун чух темӗншӗн кӑмӑла килмерӗ. Унтан вӗсем каллех ҫак пӳлӗме кӗччӗр, анчах пӗри пӗр алӑкӗ витӗр, тепӗри тепӗр алӑкӗ витӗр, перессине вӗсем алӑк урати ҫине ура ярса пуссан тин пеме пултарччӑр. Пуҫне кӑкӑрӗ ҫине уснӑ та хускалмасӑр ларать; хӑй умне сӗтел ҫине кӗнеке уҫса хунӑ, анчах унӑн пӗр вырантах тӑракан темӗнле тулли хуйхӑллӑ куҫӗсем пӗр страницӑнах ҫӗр хут вуласа тӳхнӑ пек туйӑнаҫҫӗ, шухӑшӗсем вара инҫетре… — Пӗр ҫакна ҫеҫ каламалла: эсӗ халиччен юратса курман-ха, ҫавӑнпа та юратни мӗн иккенне пӗлместӗн. Рита тӑтӑшах ҫыра-ҫыра хурать: «Декабрӗн 20-мӗшӗ Ҫил-тӑман тапхӑрӗ. — Халех кӑтартӑп, хаклӑ Квейс. Калӑпӑр — святойсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен-и, е Библи-и? Венерӑпа Ҫӗре час-часах пӗлӗтри йӗкрешсем, теҫҫӗ. Венерӑпа Ҫӗр ҫывӑхра вырнаҫнӑ, Венера ҫавӑнпа ҫутӑ курӑнать. Александра Петровнӑна? — Каҫарӑр! — терӗ Софья. Ҫӗр ишӗлсе анса пире лапчӑтса пӑрахма та пултарнӑ! Мӗншӗн тата санӑн хапху тӑр кӑнтӑрлах питӗрӗнсе тӑрать? — Эсир ҫын валли ӗҫлеме хатӗр, хӑвӑрӑн улпутӑр валли ӗҫлеме юратмастӑр… Тӗкӗрте кӑшкӑрни илтӗнсе кайсан, Гусев: «Вӗсем мӗн пирки калаҫаҫҫӗ?» — тесе темиҫе хутчен ыйтсан Икошка чӑнах та вӑранса ҫитрӗ: ҫӑварне карса пӑрахрӗ те тӗкӗртен куҫӗсемпе тирӗнчӗ. — Вӑл, чӑнах та, пултарать ӗнтӗ, анчах эсӗ ун ҫинчен пӑрах шухӑшлама. Урӑхран эсӗ те ӑна, вӑл та сана кирлӗ мар. Эсӗ, асту акӑ, улпут майри пулатӑн, ҫавӑншӑн каятпӑр та, вӑл пур — конюх пулнӑ, конюх пулать те. Ачана ҫавӑтать те унпа садра ҫӳрет, ӑна хӑй паян мӗн тӑвасси тата кама курса калаҫасси ҫинчен каласа парать. Кунта мӗн пулса иртнине Нагульнов тӳрех ӑнланса илчӗ. Пурте кулчӗҫ — пуринчен ытла Санин кулчӗ. Халлӗхе эпӗ ӑна санӑн ятна патӑм…» Карта ӑшне пырса кӗмелли вырӑна картласа лартаҫҫӗ те, кунта вара вӗсене лассопа тытма йывӑр мар. Ку ҫапах та ҫулталӑкра пӗрре ҫеҫ пулнӑ. Иртсе пыракан горец ӑна, хӑйӗн урапи ҫине лартса, хулана илсе ҫитерчӗ. Наталья Cавишна Иртнӗ ӗмӗрӗн ҫурринче Хабаровка ялӗнчи килсем тӑрӑх яланах пир кӗпепе, ҫара уран, апла пулин те хавас кӑмӑллӑ, тулли кӗлеткеллӗ, хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ хӗр, Наташка чупса ҫӳренӗ. Темле кӗтӗр-кетӗре мар, ял Совет председательне качча тухатӑн вӗт! Йывӑррӑн ҫӗрелле сиксе аннӑ Волошин майор рапорта итлесе те тӑмарӗ, — тарӑхнӑ пек алӑпа ҫеҫ сулчӗ. «Унта юлнӑ пулсан ӑшӑ ҫӗрте канлӗн ҫывӑраттӑм», — тенӗ; унтан вара каллех тӑра-тӑра ларнӑ, ҫавӑрӑнкаласа выртнӑ, витӗнкеленӗ тата каллех тӑра-тӑра ларнӑ. — Эсӗ мӗн? — тесе ыйтатчӗ час-часах мантан Ситанов. Хӑй шутсӑр витӗр аслӑ пулнӑ пулин те, Зеб Стумп ҫапах ҫак йывӑр драмӑн тупсӑмне шыраса тупма пултарайман. Том ҫурта тытнӑ аллине малалла тӑсса шалалла тинкерчӗ, анчах ҫурӑка пӗтӗмпех ҫутатса пӑхаймарӗ, ҫавӑнпа та унта кӗрсе тӗпчесе пӑхас, терӗ вӑл. Нью-Йоркрах юлмалла-и? Садлӑ пысӑк хула дивизие хирӗҫ васкать. — Чӑнах та, — терӗ Джон Мангльс. Хӑйне чӗнмесӗр итлекен Алексей умӗнче вӑл «хӗрарӑм ӑратти» ҫинчен пӗрре мар мухтанса калаҫнӑ: — Пӑх-ха эс, Алёха, савнӑ тусӑм, мӗн пулса тӑчӗ. Бульба, тем пек хӑлхине тӑратса итлесен те, нимӗн те ӑнланса юлаймарӗ. Вӑл час-часах «Мардохай» тенине ҫеҫ илтсе тӑчӗ, урӑх нимӗн те пӗлеймерӗ. Ягуар — натуралистсен терминологийӗпе, canis jubatus пулать — вӗсем пысӑк йытӑ пек, пичӗ-куҫӗпе тилӗ майлӑ, ҫӑмӗ ҫара та ҫиелтен хӗрлӗн курӑнать. — Калаҫма кӑмӑл ҫук! Пирӗн, ҫар ҫыннисен, ӗҫсем епле пулнине пӗлетӗн пулӗ? — Эсӗ унта ман серапэпе шлепкене курӑн; вӗсене илсе кил. — Ну, ҫапла пурӑнаттӑмӑр та. Халӗ тата вӑл хӗсӗрленине те тӳсме тивет. Вӑрман фермӑпа юнашарах. Эсӗ Аллардайса астӑватӑн-и, Том Морган? — тесе ыйтрӗ вӑл. Ҫапла-и? — Варя инке! — Манран уҫӑмсӑрлӑх ҫухалса пырать. — Вӑл ниҫта та каймӗ, — терӗ Артамонов, чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса. Апат хыҫҫӑн ман пата Шубин пычӗ те; акӑ ҫак тата лешӗ (вӑл сан ятна калама пултараймасть) — иккӗшӗ те практикӑлла ҫынсем, анчах пӑхӑр-ха, мӗнле уйрӑмлӑх; лере чӑн-чӑн чӗрӗ пурнӑҫ идеалӗ, кунта — тума тивӗҫлӗ ӗҫе асра тытни те мар, ӗҫри тӳрӗлӗх, тухӑҫсӑр ӗҫченлӗх», терӗ. Вӑл мана пӗлни ҫинчен те каларӗ, ман инкесемпе те пиллӗк-улттӑшӗпе туслӑ пулнӑ вӑл, имӗш. Динго пӗрре лагере килсе кайрӗ, мӗн-ма-ха Геркулес ӑна тепӗр хут ямасть? Юханшыв хӗррине нумай миля тӑршшӗ чаплӑ вӑрман тӑсӑлчӗ. Унтан, вӑрман пӗтсен, куҫ умне вӗҫсӗр-хӗрсӗр, икӗ ҫыран хӗррине горизонт патне ҫитиех ӳсекен тӗмсем тухса тӑчӗҫ. Нечаев хӗр пек кулать, пӑрҫа тӑкать тейӗн, хӗр пекех ҫинҫе сасӑпа ихлете-ихлете илет. Лучӑрканса пӗтнӗ Григорий пролетка ҫинчен шуса анчӗ, ҫӗре ларчӗ те куҫҫулӗ юхтарса, пире тата пӑхса тӑракансене каласа пачӗ: — Чӗркуҫҫи ҫинче ларатӑп — ытла та нумай ҫылӑха кӗтӗм! Контракт тӑрӑх, мана унӑн французла, нимӗҫле тата мӗнпур наукӑсене вӗрентмеллеччӗ, анчах та вӑл часрах манран вырӑсла калаҫкалама вӗренессине маларах хучӗ, кайран вара кашни хӑй ӑссӗн хай ӗҫне тума пуҫларӑмӑр. Ҫавӑн пек ним сас-чӳ пулман ҫӗртенех мӑрьере ҫил уласа йӗме тытӑнать. Лушкӑпа ун хушшинчи ытла тасах мар истори вара — ҫырса пӗтермен, ҫуррине ҫитсен пӑрахнӑ япӑх ҫыру пекех. Турӑ патӗнчен те пирӗн пата пӑрахса килеҫҫӗ те, хай манахсенех, пӗчченшерӗн пурӑнакансенех илер хуть… — Ак тата! Тая хӑраса, аллисемпе сулкаласа илчӗ. Пӑхатӑп та, король каллех пӑлханать, сӑмах калама пуҫтарӑнать ӗнтӗ: — Тусӑмӑрсем, ҫак тупӑкра выртакан манӑн пичче ҫӗр ҫине юлакансем валли хӑйӗн пархатарне хӑварнӑ. Ик аллипе те хырӑмне хупласа, вӑл пушӑ шайкка шыраса тупрӗ, пуҫне супӑньлерӗ — вара шӑп ҫав самантра хӑй ҫумӗнчех, аялта, такам шӑппӑн кулнине илтрӗ. Анчах чӗмсӗрлӗх чун патӗнчи шухӑшне пӗтӗмпех каласа хӑйсене пушатнӑ ҫынсемшӗн ҫеҫ хӑрушӑ, вӗсемшӗн ҫеҫ асаплӑ. Шквалсем ӑнсӑртран килсе ҫапӑннипе судно борт ҫине выртсан, Вильсонпа Мюльредин пӗрре ҫеҫ мар ӑна тӳрлетес майпа руль патне чупса пымалла пулнӑ. Вӑл васкаса ирхи апат ҫирӗ те Гека шырама тухса утрӗ. Тӑрӑр-ха, мана сирӗн куҫусем кирлӗ. Хӑюллӑ Гейка та, енчен енне ҫаврӑнкаласа, ыйхӑ тӗлӗшӗпе темӗскер мӑкӑртатать. — Ҫапла. Ташлама пуҫласан вара — тул ҫутӑличчен ташлатчӗҫ, пуринчен ытларах лаклсез-матрадура ташша ташлатчӗҫ… Часах урӑх сас хыпар сарӑлса, ҫынсене тӗрлӗрен шухӑшлаттарма, калаҫтарма пуҫланӑ. Ҫакӑ телейсӗр кун нимӗнех те ӑнса пымарӗ манӑн. Ҫакна итлеме мана кӑмӑллӑ пулмарӗ. Епле астӑвайӑн-ха. Укҫине илсен атте кашнинчех вил-ӳсӗр пуличчен ӗҫет: вара хула тӑрӑх ҫапкаланса, ҫапӑҫса ҫӳрет; йӗркесӗр хӑтланнӑшӑн кашнинчех ӑна тӗрмене лартаҫҫӗ. — «Вара, вара, инҫе-и?» — тенӗ Владимир. Екатерининский бухтӑна акӑш-макӑш пысӑк циркульпа ҫурма ункӑ ҫавӑрса илнӗ майлӑ туйӑнатчӗ, кайран пӗлтӗм вара, ӑна чӑнах та циркульнӑй ҫуртсем теҫҫӗ иккен. Николай Артемьевич салхуланчӗ, пӳлӗм тӑрӑх утса тухрӗ, унтан, бюроран хаклӑ чулсенчен тунӑ «мӑй ҫыххи» хунӑ пӗчӗк бархат коробка илсе, ӑна чылайччен пӑхкаларӗ, ҫӳхе пурҫӑнпа сӑтӑркаларӗ. Ҫӗре кӗнӗ упӑшки, пӗррехинче, киле сӗм-ҫӗрле тин питӗ хытӑ ӳсӗрӗлсе таврӑнчӗ те ӑна, аллинчен ҫавӑрса тытса, вырӑн ҫинчен урайне туртса пӑрахрӗ, унтан урипе аяккинчен тапса:— Тухса кай, йӗксӗк, йӑлӑхтартӑн эсӗ мана! — терӗ. Унӑн сӑн-пичӗ шурӑхнӑ, ҫилӗллӗ пулнӑ, пӑтранчӑк куҫӗ ҫывӑрас килекен ҫынӑнни пек хупӑннӑ. Темӗн пек чапа тухсан вара, вӑл сасартӑк ӗлӗкхи тӑван хулана килет те, пӗтӗмпех хӗвелпе пиҫсе хуралса, кушӑхса пӗтнӗскер, чиркӗве пырса кӗрет. Хӑй хура бархатран ҫӗленӗ камзолпа тата йӗмпе, ҫӳллӗ атӑпа, хулпуҫҫи урлӑ хӗрлӗ ҫыхӑ, пиҫиххи хушшинче унӑн пистолетсем пулаҫҫӗ, пиҫиххи ҫумӗнче ҫын юнне юхтарнипе тутӑхса пӗтнӗ ҫӗҫӗ, пуҫӗ ҫинче ҫемҫе шлепке, шлепки ҫинче тӗксем вӗлкӗшсе тӑраҫҫӗ, аллине сарса янӑ хура ялав тытнӑ, ялавӗ ҫинче пуҫ шӑмми тата хӗреслесе хунӑ шӑмӑсем. Пурте вара каҫса кайсах:«Вӑл Том Сойер, пират! Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер тавӑракан!» — тесе пӑшӑлтатӗҫ. Вӑл нимӗн те татса каламарӗ, анчах Воропаев туйса илчӗ: ку сӑмах ӑна тивет ӗнтӗ. Эпӗ каютӑна антӑм та сурана ҫыхма пикенсе пӑхрӑм. Вӑл мана хытах ыраттарать. Юн ҫаплипех юхать-ха. Анчах суран тарӑн та, хӑрушӑ та мар, алӑсене хускатма та чӑрмантармасть. Митя фабрика тӑрӑх тилӗ чуппипе чупса ҫӳренӗ, Мирон рабочисемпе тата служащисемпе кӳрентермелле хаяррӑн, ҫилӗпе калаҫнине кулӑшла сӑмахсемпе, хаваслӑ шӳтсемпе шӑлса якатса пынӑ. Оленин юланутпа Терек ҫине шыва кӗме кайнӑ ӗнтӗ. Вӑл хӗҫпӑшал урлӑ туслашнӑ юлташпа «хонгуи» текен Пӑлапа саламларӗ, урӑхла каласан, хӑйӗн сӑмсине вӑл Каи-Куму сӑмси ҫумне пырса сӗртӗнтерчӗ. — Акӑ мӗн, кӳршӗ, — терӗ вӑл Аркашкӑна, хӗпӗртесе, — айта автансене улӑштарар? — Ку нумай пӗлни пулмасть-ха. Вӑл качака сӑранӗнчен тунӑ чӑриклетмен атӑ тӑхӑннӑ, ҫӳрессе вӑл питӗ ерипен пусса утса ҫӳрет. Александра Ивановна Воропаев сывлӑхӗ ҫинчен, вӑл мӗн ӗҫлени тата ывӑлӗ ҫинчен ыйтать. Анчах, яланхи пекех, Мак-Набс кун ҫинчен никама та пӗр сӑмах чӗнмерӗ, ҫапла хӑй мӗн асӑрханисене хӑйӗнчех хӑварчӗ. Суккӑр ҫын вилни Манӑн курма юратас кӑмӑл сехӗрленнинчен те вӑйлӑрах пулчӗ мӗн. Ун патне фарфортан тунӑ ылтӑнланӑ чей чашки илсе те ан пыр: «Ку докторсен парни», тет, ӑна икӗ рысак е тарантас е виҫҫӗр тенкӗ тӑракан хӑнтӑр тирӗ пырса пар. — Тӗрӗс мар, тӗрӗс мар! — тарӑхса пӳлсе хучӗ суккӑр, ҫав-ҫавах чарусӑр хавхаланупа. Пӗр сӑмахпа каласан, математика патне чун туртмасть манӑн. — Питӗ шел ҫав, — килӗшрӗ Смион хаджи. — Вырӑнӗ ҫав манерлӗрех, пӑхӑнас пулать. Чуб арчисенче пир нумай, сӑхман та сахал мар, ылтӑн хӑю тыттарса эрешленӗ авалхи кӗпесем те ҫителӗклӗ: унӑн арӑмӗ шукӑль тумланса ҫӳреме юратнӑ. — Пулма пултараймасть? — Акӑ мӗн курмалла пулчӗ пурнӑҫра, — тет старик. Ытти енчен илсен, ачан йывӑр шӑпи, малашне мӗнле кӑна асапсем тӳсмелле пулсан та, хӑй черечӗпех пулса пымалла пулнӑ. Хӗрарӑмсем пуҫӗсене усрӗҫ, чылайччен шарламасӑр тӑчӗҫ. Ҫӗтӗк-ҫатӑк тесе вӗсем тӳрех сан ҫинчен калӗҫ. Эсир астурӑр пулӗ, ҫак тавернӑн хире-хирӗҫ пуҫӗсенче кашни енчех алӑк пур. Вӗсем пурӑнма вӗрентеҫҫӗ. — Казбича мӗн пулнӑ вара? — чӑтаймасӑр ыйтрӑм эпӗ штабс-капитанран. Пур енӗпе те Воропаев вырӑнӗнче пурӑнатӑн-и? — ахӑрса ячӗ вӑл, сисӗм-туйӑмӗсем ытлашши тапранса кайнипе хӑйне чӗркуҫҫийӗсенчен хыттӑн ҫапа-ҫапа. Инҫетре хулан пысӑках мар шурӑ ҫурчӗсемпе хӗрлӗ черепица ҫивиттийӗсем курӑнаҫҫӗ. Унтан вӗсем шӑпланчӗҫ: ҫапах та мана пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: суккӑр ача манпа украинла калаҫатчӗ, халӗ акӑ вырӑсла тап-таса калаҫать. Бяла Черквана революциллӗ ҫулӑм хыпса илсен, вӑл аяккинчен кӑна пӑхса тӑма пултараймарӗ… Лагерьте Дик Сэндпа ун юлташӗсем самантрах чурасем пулса тӑчӗҫ. Тимур вара, йывӑҫ тунисене тыткаласа пӑха-пӑха, ерипен аяккалла утрӗ. Палӑри-палӑрми йӑрӑмлӑ, Египетӑн юр пек шурӑ та кӗренрех яшмине тыттарса ҫавӑрттарнӑ ӑна, уншӑн вӑл хашак вырӑнне шутланнӑ. Тата икӗ сехет-и, виҫҫӗ-и иртрӗ. Анчах ҫав курпун ҫине пӑхсан, чӗре ыратать. — Эп ӑна сурса та пулин тивертеттӗм. Акӑ тытӑр. Рада ҫавна Стефчов мар-ши тесе шухӑшларӗ. Пӑшала менле тытнӑ? — Улталать, — терӗм эпӗ салхуллӑн, — вӑл сирпӗнсе ҫурӑлчӗ. Вӑл час-часах пӗкӗрӗлсе тылла пуҫҫисем ҫинче ҫитӗнекен шупкарах ҫырласене тата-тата илсе ҫӑварне хыпнӑ та, чылайччен ӗмнӗ хыҫҫӑн ҫӑта-ҫӑта янӑ. Анчах эпир, Салли аппа, кӑлӑхах ҫапла айкашрӑмӑр! Эпӗ укҫа шыраса картиш тӑрӑх икӗ хут чупса иртнине курсан, лавҫӑ эпӗ мӗншӗн чупнине тавҫӑрса илчӗ пулас, ҫӑмӑл урапи ҫинчен анчӗ те, малтан питӗ ырӑ ҫын пек туйӑннӑччӗ пулин те, мана кӗретӗнех йӗплеме тӑрӑшса, ларса ҫӳренӗшӗн укҫа тӳлемен ултавҫӑсем ҫинчен хыттӑн калаҫма пуҫларӗ. Эпӗ ӑна кулса калать пуль тесеттӗм. Ачасем пӗр ҫӗре пуҫтарӑнса выртнӑ та аллисемпе те, урисемпе те ҫыхланса виҫҫӗшӗ те тутлӑ ыйхӑпа ҫывӑраҫҫӗ. Стариксем — турра ӗненекеннисен делегацийӗ — Давыдовран молебен туса ирттерме ирӗк ыйтма кайнине илтнӗ те вӑл, кунта ҫитме васканӑ. Виҫҫӗмӗш этажра Саня учителӗн, Тува художникӗн картинисем пур иккен. Саня вара пире чи малтанах ҫав картинӑсене курма илсе кайрӗ. — Вӑл унта темӗн тума пуҫланӑ пулас, ҫурт туянса янӑ, темӗнле килхуҫи хӗрарӑмӗ, колхозсем, лекцисем… ҫӑмӑл мар пулас ӑна. — Вилнӗ ҫынсем ҫинчен каланӑ чухне асӑрханарах калаҫмалла, Том. — Алан! — кӑшкӑрса илчӗ вӑл. — Ӑна тытман-ҫке-ха, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ ҫамрӑксенчен пӗри. — Кам унта «хӑрушлӑх» сӑмаха каларӗ? Зинаида куҫҫулӗ мана йӑлтах ӑсран ячӗ; эпӗ нимӗн шухӑшлама та пӗлмен пирки макӑрма та хатӗрччӗ: эпӗ, вунулттӑра пулин те, ҫапах та ача-мӗн-ха. Вӑл тӗрӗс те, пӗр хисепрен, тепӗр чухне ҫулталӑк пурӑнатӑн, акӑ, никама курмастӑн, кунтах тата эрехӗ те пулать — йӑлтах пӗтен вара! Кам пулнӑ-ха вара ҫав Иманус? Ҫапла тусан, ман шутпа, питӗ аван пулассӑн туйӑнать. Вӑл вӑрмансемпе вӗтлӗхсенчен хӑш-пӗринче пуҫлӑх йӑви тавра ҫӗр айне чавса тунӑ ялсем кӑна мар, йывӑҫсем айӗнче пытанса ларакан чӑн-чӑн поселоксем те пулнӑ. Эпӗ мыскараҫӑ, — пӑшӑлтатса хушса хучӗ старик, Оленин енне ҫаврӑнса. Кӗрнеклӗ лаша, кӗмӗллесе пӗтернӗ ут таврашӗсемпе хӗҫпӑшал тата хитре казак хӑй те плошадьре пулнӑ пӗтӗм халӑхӑн куҫне илӗртрӗҫ. Берсенев кӑштах ӑшшӑн йӑл кулчӗ. — Ҫук, вӑл ҫухалчӗ, Роберт, — терӗ Мэри. Ҫапла каласа сунарҫӑ кӗтеселле кӑтартрӗ, унта ункӑ пӗк хутланса ҫӗлен выртнӑ. Эпӗ губернатор мар… губернатор хӑй те вӗсен чӑрсӑр аллине мӑкӑлтаса кӑларас ҫук, чӗлхисене те ҫыхса лартас ҫук… Ерошка мучи турӑшсене пуҫ тайрӗ, сухалне якаткаларӗ те, Оленин патне пырса, ӑна хӑйӗн хулӑн хура аллине пачӗ. — Ан та кала, Калчо бай, илӗртрӗ пире чаплӑ кайӑк… Хӗрӗн хаваслӑхӗ кӑштах пусӑрӑннӑ. Ҫӗр варринче Якова амӑшӗ нӑшӑкласа вӑратрӗ: — Тӑр часрах, Тихон юланутпа вӗҫтерсе ҫитрӗ, Алексей тетӳ вилсе кайнӑ! Шанчӑклӑ боецсем суйласа ил, епле тата мӗн тумаллине каласа пар, — ӗҫне туччӑр. Ҫил, акӑ, пӑхса кӑна тӑр, марселе ҫурса пӑрахать, — Дик Сэнд ӑна пуҫтарма хушрӗ. — Мӗн кирлӗ сире? — тесе ячӗ хӗр чӗтрекен сассипе; хӑй, хутне кӗме йӑлӑннӑ пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Санина юлашкинчен лайӑх мар пулса кайрӗ; вӑл каллех калаҫма чарӑнчӗ. Эпӗ вӗсене почтӑпа яма хӑраса тӑратӑп, мӗншӗн тесен мана, пӗр-пӗччен тӑрса юлнӑскерне, хамӑн таса кӑмӑлӑма кӑтартакан кашни япалах хаклӑ. Чалӑш хулпуҫҫиллӗ ҫын, ун еннелле хӑяккӑн тӑрса, хӑйӗн кӳршине кӗске пальто тата чӗркуҫҫи таран атӑ тӑхӑннӑ, хура сухаллӑ йӗкӗте тем ҫинчен каласа тӑрать. «Кастри» ҫинчи мачтӑсене улӑштарса ҫӗнетес ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса пынӑ; ӗҫме юрӑхлӑ шыва вӗсем Мату-Аро ҫӑлӗсенчен илнӗ. «Юрататӑп! Экспедици ҫыннисем хӑйсене нимӗнрен те шикленмен пек паттӑррӑн та хӑюллӑн тытсан ҫеҫ тӗрлӗ асапсемпе хӗн-хурсенчен хӑтӑлма пултарнине Гленарван аванах пӗлет. Ҫук, ку нимӗнпе те килӗшсе тӑмасть. Тӗлӗнетӗр-и, тӗлӗнместӗр-и те, ку вӑл чӑнах та ҫапла. Халатсем, йӑрӑм-йӑрӑмлӑ пижамӑсем тӑхӑннӑ канакансем майӗпе парк тӑрӑх саланчӗҫ. — Ӑҫта-ха вӗсен ҫав хӑйне уйрӑм влаҫӗ? — ыйтрӑм эпӗ. Ха-ха-ха! — Пирӗн ҫӗршыври суд ҫавӑн пек тума парас ҫукчӗ, — тесе хушса калать ирландец-адвокат. — Кунта мар, — терӗ ҫилленсе санитар, унтан аллине сулчӗ те кӗнекине халачӗн пысӑк кӗсйине чиксе хучӗ. Мӗнех вара, эпӗ хирӗҫлеместӗп. Анчах эсир ман табакеркӑна илме ярсан питӗ те лайӑх пулӗччӗ: эпӗ ӑна ҫӳлти хутра, тӗкӗрсен пӳлӗмӗнче манса хӑвартӑм, ӗлӗк эсир унта ача чухне выляттӑрччӗ тата ман чӗркуҫҫи ҫинче сикеттӗрччӗ… Кунашкал хитре, кунашкал капӑр эсир халиччен нихӑҫан та пулманччӗ-ха. — Сире вӑл нихӑш енчен те пырса тивме кирлӗ мар, дон Мигуэль Диаз. Виҫҫӗр. Эсӗ халь ҫамрӑк-ха. Мӗнле те пулин приказани парсан, ӑна пурнӑҫлама чӑн малтан Джон хӑйӗн йывӑҫ урипе сиксе ӳкет, савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрать: — Есть, есть, сэр! — тет вӑл. Нимӗнле ӗҫ те ҫук чухне вӑл, ыттисен салхуллӑхӗ асӑрхамалла ан пултӑр тесе, пӗр юрӑ хыҫҫӑн тепӗрне юрлатчӗ. Тӑкӑннӑ ҫулҫӑсене кӗр мӗнпур ҫул тӑрӑх тата уҫланкӑсене пур ҫӗре те тараватлӑн сара-сара хурать. Эсир нимӗн те каламастӑр пулсан, эпӗ хам… Эпир аялалла аннӑҫемӗн пӗр-пӗрин ҫинче выртакан кристаллӑ сланецсемпе гнейс чулӗсен сийӗсем палӑраҫҫӗ, вӗсем пурте нимӗн хускалми ҫирӗп гранит чулӗсем ҫинче выртаҫҫӗ. Унталла-кунталла ҫаврӑнкаласа пӑхнӑ май, Давыдов Марина Поярковӑна курах кайрӗ. Шурӑрах ҫӳҫ-пуҫлӑ, шуранкӑ йӗкӗт ура ҫине йывӑррӑн тӑчӗ те, пуҫне сулкаласа, вӑраххӑн каларӗ: — Намӑса пӗлесчӗ! Вӑл чан янӑранине илтмерӗ, курса кӑна тӑчӗ. Тарасси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Вена ҫинелле хыттӑн та хӑвӑрт талпӑнса кӗмелле пулнӑ, ҫакна кашниех питӗ лайӑх ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та вакӑрсене чи малтан пӑрахса хӑварчӗҫ. Ҫӗр чӑнах та пирӗннине пӗлсенех райкома вӗҫтеретӗп; ан тив, тӑн кӗртчӗрех унта пире: мана — карчӑксемшӗн, Поляницӑна — колхозниксене сӑтӑрла ӗҫ тума вӗрентнӗшӗн». Андрей клюшкине пӑрахса ятлаҫса иленҫи пулчӗ: — Тухатӑп та таратӑп акӑ. Ҫын хурлӑхлӑ иккенне кӑтартакан пӗркеленчӗксем те ытларах палӑраҫҫӗ ӗнтӗ ун патӗнче. — Ҫакӑнта, — терӗ хӗрача. Урайӗнче, тӗттӗмре, такӑшӗ мӗкӗрет: — Пӗлетпӗр! Говэн ҫавӑн пек тепӗр ҫӗнтерӳ тусан, Симурден пӗрре каланипех республика Говэна пӗтӗм ҫар пуҫлӑхӗ туса лартать. — Фабрикӑра пачах пурӑнман пекех, пуҫӗпех мужик пулса тӑнӑ! Ҫиетпӗр ӗнтӗ! — Мирошин. — Мӗнле-ха вара апла? Динго вулама пӗлет? — Э, батенька! — калаҫма пуҫланӑ вӑл, Фомана ачашшӑн хултан тытса. Вӗсем пурте пурӑнӑҫран катӑлса уйӑрӑлса кайнӑ ҫынсемччӗ, анчах вӗсем хӑйсен пурӑнӑҫӗ, хуҫасене пӑхӑнмалла мар та савӑнӑҫлӑ пурӑнӑҫ туса лартнӑ пек туйӑнатчӗ. Шӑлӗсене пӑхсан, вӑл аллӑ ҫулсене ҫитнӗ ӗнтӗ, унтан сахал мар, анчах хӑй лайӑх ӑратран пулнӑ пирки ӑна никам та алла вӗрентме пултарайман». Снеффельс вулканӗ чӑнах та сӳнсе ларнине эпир тӗрӗссипе пӗлместпӗр вӗт? Ҫав туйӑм тӗпӗнче малтанах темӗн урӑххи пурри палӑратчӗ. Эпӗ сывла пуҫланине курсанах вӑл манӑн алла ярса тытрӗ. Эпӗ чи малтан куҫа уҫса пӑхнине асӑрхасанах, вӑл хавасланнипе:— Вӑл чӗрӗ! Унӑн ҫураҫнӑ хӗр, купса хӗрӗ, пурччӗ, вӑл пирӗн хутортанахчӗ. Лешӗ кӑштах чарӑнса тӑчӗ, унтан помидорне тӑка-тӑка каялла вӗҫтерчӗ. …Хам самолетӑмпа вӗҫнӗ чух эпӗ ҫӗр ҫинче ҫапӑҫакан ытти салтаксем эп курнине пӗри те курмаҫҫӗ пек туйӑнатчӗ. Куртки ҫине святой Людовик хӗресне ҫакнӑ ҫын пуҫне усрӗ. Дю-Буабертло граф кӑтартнипе икӗ матрос аяла анса часах саван илсе килчӗҫ. Вӗсем хыҫҫӑн карап священникӗ хӑпарчӗ, вӑл карап тапранса кайнӑранпах офицерсен каютинче кӗлӗ туса ирттернӗ пулнӑ. Эпӗ ача чухнех питӗ хӑравҫӑ пулнӑ, ачаранпах тӗттӗмрен хӑратӑп… Давыдов, пит-куҫне хӑрушла пӗркелесе, хӑма стена ҫине кӑтартнӑ, лере кил хуҫи арӑмӗ — турра ӗненекен ватӑ хӗрарӑм — ҫилленсе, кушак пек, вӗчӗхсе чашкӑрнӑ, упӑшкипе Давыдов валли каҫхи апат хатӗрлесе, чашӑк-тирӗке кӗмсӗртеттернӗ. — Эсир Иван Павлыча Татаринов капитан сирӗн пата темӗнле Фон-Вышимирский ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ тесе каланӑ. — Мӗн вара? — Джим, — терӗ вӑл, — эпир иксӗмӗр, эсӗ те, эпӗ те ытлашши хӑтлантӑмӑр. Халӗ пирӗн килӗшӳ тӑвас пулать. Хайхи пирӗн алӑк патне пырса ҫитрӗ. Ури тупанӗ ун пӗтӗмпех шыҫса кӑвакарса кайнӑ. Пире кунта питӗ хисеплӗ йышӑнчӗҫ, тӗпеле кӗртрӗҫ. Ерофей Кузьмич аллисене сӑтӑркаласа горницӑна кӗчӗ. Кӑмӑлӗ ҫӗкленнипе тата савӑннипе, вӑл хӑйӗн йывӑҫ урипе ҫӗре тапа-тапа илсе юрласа ячӗ. Эсир ним ӑнланмастӑр, Эп чӗлкӗм куҫ хупмасӑр Хам самолет ҫинче сана кӗтсе ирччен. Кӑсӑклансах тӑнланӑ ӑна Суламифь, вӑл калаҫма чарӑнсан, каҫ шӑплӑхӗнче пӗрлеше-пӗрлеше ҫыпӑҫнӑ вӗсен тутисем, явалана-явалана ҫыхӑннӑ аллисем, пӗр-пӗрне перӗне-перӗне сӑтӑрӑннӑ кӑкӑрӗсем. Беккин кӗҫӗр хӑйӗн юлташӗ патӗнче ҫӗр каҫмалла пулнӑ вӗт-ха, ӑна килте кӗтмеҫҫӗ те вӗт. Картишӗнче ача усӑк хӑлхаллӑ сысна ҫине сиксе утланса ларчӗ. Енчен эпӗ ҫак тӑхӑр куна Катя Татариновӑпа, каникул вӑхӑтӗнче те пулин манпа ан курнӑҫтӑр тесе Энска янӑскерпе, пӗрле ирттертӗм тенӗ пулсан та манӑн сӑмахсем Николай Антоныча ытлашшипех тӗлӗнтермен пулӗччӗҫ! — Тавтапуҫ, командир. Николай, амӑшӗпе юнашар ларса, савӑнӑҫлӑ питне именнипе аяккалла пӑрчӗ, ҫӳҫне якаткаларӗ, унтан часах амӑшӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те, куҫӗнчен пӑхса, вӑл лӑпкӑн та юхӑмлӑн, ӑнланмалла та уҫӑмлӑ каласа панине каҫса кайсах итлерӗ. Тепӗр кун ирхине Инсаров хула почти урлӑ ҫакӑн пек кӗске ҫыру илчӗ: «Мана кӗт, — ҫырнӑ ӑна Елена, — тата никама та ан йышӑн. Унпа уйӑрӑлсассӑн та ман пуҫран ватӑ пуҫлӑх нумайччен асра тӑчӗ, унӑн мӗскӗн Дуни ҫинчен те эпӗ нумайччен шухӑшларӑм… Тӳпе ҫул ҫӳревҫисене автомобиле вырнаҫтарчӗҫ те сыватмӑша илсе кайрӗҫ. …………………………………………………………………………………………… — Эсир унта ҫынсем пурӑнакан планета тупаймарӑр-и? — Каскалама вӑхӑчӗ ӑҫта-ха вӑл манӑн? Шуҫӑм килнӗ чух Лена ҫурчӗ патне вӑрҫӑран нумай пулмасть таврӑннӑ полуторка пырса чарӑнчӗ. «Ай, ай, ай! — Эсир, граждансем, ан хумханӑр, сӑмах тӗрлӗ йышши юрату патне те ҫитет, ку ыйту мар. Теприсем тавӑрас кӑмӑлпа пӑсӑлса каяҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем хӑйсене тӑнран кӑларичченех пусарса лартнипе чӗлхесӗр те суккӑр пулса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗмпех пушӑ сӑмахсем: хӗрарӑм ҫине эпир суя куҫпа пӑхатпӑр; ун ҫине ҫавӑн пек пӑхма пӑрахсан ҫеҫ ӑна чӑн-чӑн пӗлӳ пама пулать. Манас! Ҫуллапа кӗркунне хула ҫинелле вичкӗн хир ҫилӗсем вӗрнӗ. Астӑватӑн-и, тӳлесе татма вӑхӑт ҫитсен, пурин ҫылӑхӗшӗн те камӑн тӳлеме тиврӗ? Ҫавӑнтан тапратса ямалла. Эпӗ те, хамӑрӑн пӳлӗме кӗрсе, кӑшт тӗлӗрсе илем терӗм. «Дункан» ҫырана ҫитиччен ҫур мильре чарӑнса якӑр ярса тӑчӗ. Ҫапла Ерофей Кузьмич революциччен чухӑн пурӑнсах ирттернӗ. Ҫакна эс, йӗкӗт, ху та пӗлместӗн… ҫавӑнпа пӗтетӗн те… — Ҫавӑнталлах ара, колхозаллах. Анчах ҫав ҫемҫелсе кайни ӑна пӗртте лайӑх маррӑн туйӑнман, — хӗпӗртеттернӗ кӑна, ӗлӗк вӑл ҫаван пек пӗртте хӗпӗртемен. Илтетӗн-и, мӗн калатӑп? Пурте Морис-мустангера пит лайӑх, илемлӗ, паттӑр яш тесе, лашасене лайӑх пӗлсе тӑракан тата хӗрарӑм чӗрисене ҫӗнтерекен тесе шутланӑ. Ежов сӑмахӗсем ун ҫине вӗри шыв пек сирпӗннӗ, чун-чӗрене ӑшӑтнӑ. — Кухньӑра! — терӗ амӑшӗ. Тата мӗнле унтан та усалрах шӑпа хӗтӗртрӗ-ши яланах асӑрхануллӑ та ӑслӑ Халл капитана карап ҫинчи пичкесене тултарасшӑнах хӑрушшӑн, теветкеллӗн хӑтланма? Эпир Стапи ялне ҫитнӗренпех ҫак ӗҫ ҫинчен шухӑшларӑм, мӗншӗн тесен пирӗн ытлашши хӑюллӑ пулма юрамасть. Кӑкӑрӗнче касать, пуҫӗ ҫаврӑнать, чӗри кӑлтӑрмачла шавлать. Темӗнле ӗшенчӗклӗх ӑна шухӑшлама чӑрмантарнӑ, хӑйӗн юлташӗ ӳкӗтленине хирӗҫ тӑма унӑн кӑмӑл килмен тата, тепӗр енчен, мӗне кура хирӗҫ тӑма пултарать вӑл ун чух? — Ӑна нимӗнле правасӑр хӑвармалла. — Кӑтартӑп сана!.. — кӑшкӑрнӑ вӑл, арӑмӗ ҫине сулса ярса. Давыдов, сӑмах чӗнмесӗр, пуҫне сӗлтрӗ, алӑка тачӑ хупрӗ. Хӑвӑртрах, мӗскӗн! — кӑшкӑрса ячӗ пичче, мана аякранах курса. Анчах Андрия пуринчен ытла пӗр ҫынна ҫын вӗлернӗшӗн асаплантарса вӗлерни тӗлӗнтерчӗ. Трилли, пилӗк ылтӑн укҫа парам-и? Нумай шухӑшларӑм, анчах нимӗн те шухӑшласа кӑлараймарӑм, унтан атте шыв ӗҫме тӑчӗ те акӑ мӗн калать: — Тепӗр чух ҫурт тавра кам та пулин сулланса ҫӳрет пулсан, мана вӑрат, илтетӗн-и? Гленарван вӗсем патнелле утрӗ, анчах вӑл икӗ чалӑш пек те каяймарӗ, индеецсен отрячӗ ҫавӑрӑнчӗ те мӗнпур вӑйпа часах каялла вӗҫтерчӗ. Ӑмӑр марсиан сухалне пӑчӑртаса тытрӗ те куҫӗсене ушкӑн ҫине куҫарчӗ, лапама сӳннӗкӗн тӗсет. Анчах кунта пурӑнакан ҫынсем те сехет чиксе ҫӳремеҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен сехечӗсем ҫук. — Юланутпа ҫапла ҫӳреме ҫавӑнӑҫлӑ-и сире? — ыйтрӗ Санин, ӑна хӑваласа ҫитсе. Ҫак тӳртен лартнӑ ыйту ҫине ответ париччен малтан Гленарван шухӑшласа тӑчӗ. Ашшӗне пӑрахса ӑҫта та пулин каяс, мӗне те пулин вӗренес, ӗҫлес шухӑша вӑл тахҫанах ирттернӗ, ҫавӑн пекех унӑн пӗччен пуҫпа ларса шухӑшланӑ ытти тарӑн мар шухӑшӗсем те нумай иртсе кайнӑ. Шухӑша путнӑ Уэлдон миссис кимӗ варрине сарнӑ типӗ ҫулҫӑсем ҫинче выртать. — Пахчана вӗҫсе кӗмест вӑл, ҫавах йӗркене пӗлмест… Ҫӗре малтанхи шултра тумламсем патлатса ӳкрӗҫ. Вӑрҫӑ пӗтнӗ хыҫҫӑн вӑл хӑй юратнӑ хӗре качча илнӗ, вӗсен Виктор ятлӑ ывӑл ҫуралнӑ. Пирӗн чунсене вӗлерес тесе, ӑна суяпа элек ӑшне кӗртсе лартнӑ, унӑн сӑнне пӗтӗмлӗх пӑсса улӑштарнӑ! Ӑна кантра ҫинчен хамах илнине питӗ лайӑх астӑватӑп, мӗншӗн тесен… Ҫур сехет иртрӗ-ши, пӳлӗме хуллен Салли аппа кӗрсе тӑчӗ — каллех лекрӗм ӗнтӗ! — Эпӗ вӑхӑтлӑха ҫеҫ сирӗнпе сыв пуллашма кӗрсе тухас терӗм. Малтан нимӗн те пулман ҫӗрте ҫавра тӗтреллӗ пӑнчӑ курӑнсан, астроном тӳрех: «Ку комета!» — тет. Вӗсем пирӗн евӗрлӗ ӳсмеҫҫӗ, темле, ҫыпӑҫуллӑрах ҫитӗнеҫҫӗ… Пӑчӑпа тата ывӑннипе минренӗ Давыдов пӗр вӑранмасӑр икӗ сехет пек ҫывӑрчӗ, вӑранасса ачасем пӑшӑлтатнипе, хӗрӗн ӑшӑ алли ачашланипе вӑранчӗ. Ытах та вӗсене кӗскен туртса ҫавӑрсан, эсӗ вӗсен мӑйӗсене сӳсменпе шӑйӑрса пӗтеретӗн, вара вӑкӑру пӗтсе те ларчӗ, сухалама юрӑхсӑр! — Сире те ырӑ сунатӑп, ҫамрӑк тусӑм! — терӗ те вӑл, ҫывӑхарах пырса, Дик Сэнд аллине ҫирӗппӗн чӑмӑртарӗ. Саксем ҫине, кӗтессе купаласа хунӑ георгиевски хӑюсем евӗрлӗ сарӑ-хӗрлӗ те хура йӑрӑмлӑ кавӑнсем ҫинче Фрол Рваный, Лапшинов, Гаев, Николай Люшня, Атаманчуков Василий тата батареец Хопров лараҫҫӗ. Вӑл мулкач вырӑнне йӗнерӗнчен хама ҫакса хунӑ пулсан, мана ҫӑмӑлрах пулнӑ пулӗччӗ-и, тен. Вилӗм ку! Пульс мӗнле? Ҫакӑн хыҫҫӑн та хӗрарӑм хӑйӗннех печӗ: — Эпӗ Сискуаньяр ферминчен. Макар лаши патне ҫывхарма кӑна пуҫланӑччӗ, — лешӗ чӑхӑмлӑн пуҫне ухса илчӗ. Унӑн уринчен ҫыхса янӑ чӗлпӗр татӑлса кайрӗ. Ҫанталӑк тем пуласса сиссе асапланнӑ пек туйӑнчӗ. Хӗвеланӑҫӗнчи чӑнкӑ шурӑ ҫырансем каҫ тӗттӗмӗнче шӑранаҫҫӗ, мӑнастир ҫаранӗпе, хурама та грушӑ йывӑҫҫисемпе пӗрлешсе палӑрми пула пуҫларӗҫ. — Ҫемҫе вагонта. Вара эп сирӗнпе пӗрле пулатӑп… Капуа сӑмсахӗпе Окленд хушшинчи ҫул вӑрӑмӑшне Паганель карта тӑрӑх виҫсе пӗлчӗ. Типӗ ҫӗрпе нӳрӗ сакӑрвунӑ миль каймалла, кунне вуншар миль кайсан, лӑпах сакӑр куна ҫитет. Мӗкӗте ҫӑраҫҫипе тӗттӗм пулнӑ пирки пӑртак та курӑнман ҫӑра шӑтӑкне тупасшӑн нумай аппаланчӗ. Вӑхӑт шурӗ. Унӑн пит ҫӑмартисем хӗрелчӗҫ. Анчах пуянсен пӗр уйрӑмлӑх пур: вӗсем кашни кун ҫиеҫҫӗ. Типӗ ҫӗре тухсан, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе илчӗ, старикпе Сергей ҫине темӗн чухлӗ тумлам сирпӗнчӗ. Вӗсем чул сарнӑ урам хӗррипе виҫҫӗн пыраҫҫӗ, хирӗҫ пулакансемпе чарӑна-чарӑна тӑрса сӑмах хушаҫҫӗ. — Акӑ, ҫакӑн пек сут тӑватпӑр та ӗнтӗ эпир! — терӗ Леноре фрау Санина, ирхи апат ҫинӗ чух ассӑн сывласа. Анчах ытти фактсем, хӑш-пӗр паллӑрах вак тӗвек япаласем, мана текех йӑнӑштарма пултарайман. — Кӗҫӗр тесен кӗҫӗрех! Том часах курӑнми пулнӑ. Ҫур ҫӗр иртсен вӑл ҫывӑрса каять пулӗ-ха, вара вӗсем вӑрмана шӑппӑн пырса кӗреҫҫӗ те тӗттӗмре тӳрех вут ҫути кураҫҫӗ — енчен негр кӑвайт чӗртнӗ пулсан. Спектакль лартма е мӗн те пулин урӑххине тума, эпӗ хам та комеди пӑхма юрататӑп, вырӑнли пулсан. Тӳлек ҫутҫанталӑка ҫутатса хӗвел тухрӗ те хӑйӗн ҫутӑ пайӑркисене лӑпкӑ хулана пиллерӗ. Унтан — ку вӑл ирпе пӗр ҫичӗ сехетсенче пулчӗ курнать — телефон шӑнкӑртатрӗ. Валя ыйхӑран вӑранса вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ, витӗнкӗҫе хӑйпе пӗрле сӗтӗрсе, юнашар пӳлӗме чупрӗ. Ҫак хуйхӑ хыҫҫӑн хӗрача ниепле те вӑй илеймен, нишлӗленсех пынӑ, вара нумай та пурӑнайман. Пуринчен те вӑйлӑрах «Кирдягӑна! Кирдягӑна!» тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах Левченко халь дьяк патӗнче ларать, ӑна пӗлетӗп-ха эпӗ, тимӗрҫӗ ӑҫтан килсе тухнӑ?… Юлашкинчен кӑшкӑрса ячӗ: — Итле-ха, Бил, эпӗ урана мӑкӑлтарӑм! Юханшыв ку тӗлте пӗр миля сарлакӑш. Ҫуллахи ир ун ҫине пӑхма пит кӑмӑллӑ, ҫавӑнпа, манӑн кӑшт та пулин ҫимелли пулнӑ пулсан, лешсем хамӑн вилене мӗнле шыранине киленсе пӑхса ларнӑ пулӑттӑм. Купецсем, ҫар ҫыннисем, мещенсем, — пурте пӗр ҫын таранах, утнӑ ҫӗртех хыҫкаланаҫҫӗ. Вара вӑл шанӑҫсӑррӑн хӑйне хӑй йӗрлеме пуҫланӑ… — Вӑл Лозневоя эрмек ҫаннинчен тытрӗ. Кивӗ сехет маятникӗ йывӑррӑн, темле хурлӑхлӑн чашкӑрса шаккать. Яков шӑппӑн тӑрса хӳшше кӗчӗ, унтан кӗрӗк илсе тухса тетӗшне витрӗ те каллех Софьйӑпа юнашар ларчӗ. — Ваше превосходительство, мӗнле те пулин документсем пулсан, е… «Чӑннипех вилнӗ!» хыттӑн янӑраса кайрӗ вара ҫав вырӑнтан Лука сасси. Ҫав тӗлӗнмелле юланутсӑр пуҫне, тата кам килнӗ-ха кунта? Тетка унӑн хӑлхине ҫуланӑ та, канӑҫсӑр хусканса илнӗ май, ӑна сивӗ урисемпе хӑй айне лӳчӗркесе пӑрахнӑ, унтан кӗрӗк айӗнчен пуҫне сарӑмсӑр кӑларнӑ та, ҫавӑнтах хаяррӑн харлатса илсе, кӗрӗк айне чӑмнӑ. Христос ҫӑлтӑр сана. — Сан шухӑшпа, пирӗн, алӑк умӗнче ҫапла ҫур сехетех тӑмалла-и? — Тӑватӑ минут, ман хаклӑ пикем, — терӗ Джеймс арӑмне хирӗҫ хуллен сасӑпа, кӗнӗ чухне шупка атлас кӗпи арки ҫине пусас мар тесе сыхланса. Ҫӗрле Алексей журнала минтер айне чиксе хучӗ те хӑй ача чухне, пиччӗшӗсемпе пӗрле лапка ҫинче ҫывӑрнӑ чух, минтер айне амӑшӗ хӑйӗн кивӗ кофтинчен ҫӗлесе панӑ хӑрах хӑлхаллӑ упана ҫакӑн пек чиксе хунине аса илчӗ. Вӑл сӑмах ваклама юратман, шухӑшсем тӗлӗшӗнче хӑравҫӑ, сӑмахсене асӑрханса калаҫакан ҫын пулнӑ. Эпӗ сунарҫӑн аллине тытса чӑмӑртарӑм: вӑл ман ҫине лӑпкӑн пӑхрӗ. Ку ӗнтӗ Иван Ивановича ҫилентермеллех ҫилентерчӗ, тавӑрас тенӗ шухӑш та пырса кӗчӗ ӑна. — Халь ак мана санпа пӗрле вилме те хӑрушӑ мар, мӗншӗн тесен эс мана саватӑн… — Комендант ӑҫта? — тесе ыйтрӗ Черняк вестовойран. Ку «дон Морисио» пулнӑ пирки вӗсенчен нихӑшӗ те иккӗленмерӗ. Майданникова ура ҫине тӑчӗ, кӑшт чӗнмесӗр тӑрсан, Макара айккинчен пӑхса илчӗ, шӑппӑн йӑл кулчӗ: — Манӑн санран япӑх мыскараҫӑ мар, ытларах та пулӗ… Паян, Ольховкӑран тухнӑ хыҫҫӑн, Андрее утма йывӑртарах. Ӗнерхинчен те, Ольховка еннелле утнӑ чухнехинчен те йывӑртарах ӑна. Маттур! — Куншӑн ӗнтӗ, ватти, эсӗ кулянса ан тӑр; терӗ хай хура сухал. — Ӗҫсе ярӑп-и унта, мӗн тӑвап-и, унпа сан ӗҫ ҫук. Ҫап-ла! Эпӗ, ҫакӑн пек хӑрушӑ шухӑшпа хала ҫухатнӑскер, пиратсем хыҫҫӑн аран ҫеҫ ӗлкӗрсе пыратӑп тата тӑтӑшах чулсем ҫине такӑнатӑп. Томпсон игатихахуа йӑхӗнчен тухнӑ, акӑлчансем ярса иличчен Окленд ҫӗрне вӗсем тытса тӑнӑ. Томпсон маориецсен сапаланчӑк вӑйӗсене пӗр ҫӗре пуҫтарнӑ. «Неуштӑ — вилетӗп? Тӑлӑх арӑм лайӑх, ӑшӑ кӑмӑллӑ, анчах эпӗ йӗркесене тӳсме пултарас ҫук. Тата хытӑрах шатӑртату. Ну, эсир мӗнле пурӑнатӑр? — Пемелле мар-им? Тӗрӗссипе каласан, пирӗн, паллах ӗнтӗ, тавӑрса памалла, анчах окружком панӑ кӑтарту пур: класлӑ принципа тытса пырса, чи кирлӗ чухне кӑна тавӑрса пама юрать. Вара вӑл хӑйӗн свитинчи пупсемпе законҫӑсене (эпӗ вӗсене тумтирӗсенчен чухласа илтӗм) манпа калаҫма хушрӗ. Эпӗ вӗсемпе хам пӗлекен чӗлхесемпе — нимӗҫле, голландилле, латынла, французла, испанла, италилле калаҫса пӑхрӑм, анчах эпӗ тӑрӑшнинчен нимӗн те тухмарӗ. — Вӑл, Тӳпе ывӑлӗ. — Турӑҫӑм, турӑҫӑм! Хисеплӗ публикума асӑрхама ыйтатӑп, ман ҫанӑ ӑшӗнче нимэнлэ япала та ҫук. Ӗҫ ҫинчен шухӑшламаҫҫӗ. Вӑл шпага ҫакнӑ шарӑха лӑпкӑн та мӑнаҫлӑн тӑхӑнчӗ. — Чӑнах та, ырӑ шӑллӑм, ку ҫав тери хурлӑхлӑ истори, — терӗ Джеймс кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн малалла, — ун ҫинчен калаҫмасан авантарах пулӗ. Эпир хамӑр, иксӗмӗр айӑплӑ. Акӑ тӗрлӗ карталлӑ тата ҫулсемлӗ пӗтӗм хир тӑрӑх вӗсен шурӑ шӑммисем тӑраткаланса тӑма тытӑнӗҫ, ҫӗр козак юнӗпе исленӗ, таврара ҫӗмрӗк урапасем, хуҫӑк хӗҫсемпе сӑнӑсем темӗн чухлӗ сапаланса выртӗҫ. Козаксен явӑнса тӑракан тата юнпа хытса ларнӑ вӑрӑм ҫӳҫ тӗпекӗ, аялалла усӑнса тӑракан мӑйӑхлӑ пуҫӗсем таҫта ҫитиех сапаланӗҫ; ӑмӑрткайӑксем, вӗҫсе пырса, козаксен куҫӗсене чава-чава кӑларӗҫ. Ку пысӑкрах. Унӑн чӗри шыҫӑнса кайнӑ пекех пулчӗ, вӑл карланки патнех пырса ларнӑн туйӑнчӗ. — Ку вара ним ҫимӗнпе пӗрех. Вӑл мирлӗн ҫывӑрать тата хыттӑн хӑрӑлтатать. Хушӑран вӑл чарӑнкаласа тӑрать, ҫурӑмне хыҫкаласа илет, «ыраттарса пӗтерчӗ шуйттан тимӗрҫи», тет те, вара каллех малалла утать. Анчах… Вӑл калаҫма чарӑнчӗ те пурин ҫине те пӑхса илчӗ, кам та пулин ӑна туслӑ хӗрхенӗ-ши? — Эсир те, сэр, вӑл мана савӑнсах чуптӑвӗ тесе шутланӑччӗ вӗт? — тесе ыйтрӗ вара старике куҫпа тӗллесе. Ҫав кирлӗ ӑна, турӑ чурине! — Мӗншӗн? Пӳлӗме пуҫтарӑнса чара ҫине пӑхакан хӑнасем патне ҫав вӑхӑтра 3. барон час-час пычӗ, яланхилле шухӑшлӑ сӑнпа кашнине пӗрешкел сӑмахсем каларӗ: «Айтӑр, господинсем, пурте студентла туслӑхшӑн тав курки ӗҫер, унсӑрӑн пирӗн курсра юлташлӑх пачах ҫук. — Шепиловка вӑл Пекин аллинче ячӗшӗн анчах тӑрать вӗт; вӑл унӑн хуҫи мар, ӑна Софрон тытса тӑрать. Манӑн вара ӑна: тӑшмансем мана ҫӗр тӗпӗнче пайӑн-пайӑн вакласа пӗтерчӗҫ те, кайран аванах ҫыпӑҫтараймарӗҫ, тесе каласа парас пулать. Вӑл эпӗ хама хам мӗнле туйнине пӗлес тейӗ. — Вырсарникунсенче унта ытти сменӑсӗм ӗҫлеҫҫӗ пулӗ-ха, эпир кунта, ылханлӑ ҫынсем пек, хамӑр кӑна! Мӗншӗн? Вӑл пилӗк таранах пылчӑкпа вараланса пӗтнӗ, сӑнӗ кӑвакарса кайнӑ, куҫӗ путса кӗнӗ, кӑтра ҫӳҫӗ кӑна, ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухса, чӑрсӑррӑн сапаланнӑ. Акӑ вӑл старик патне ҫитнӗ, леш ӑна, саламлӑн пуҫ тайса, тарават ыйтупа кӗтсе илнӗ: — Ӑҫталла ҫул ҫӳреме кӑмӑлӑр пур, Фома Игнатьевич? Максим Максимыч манран та маларах тӑнӑ-мӗн. Эпӗ, тӳррипе каласан, ӳкерме юратмастӑп та. — Алтаҫҫӗ… — терӗ те Уралец, стена патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Ҫав вӑхӑтра хапха патӗнче татах тепӗр хӗрача кӗпи вӗлт курӑнса кайрӗ, Томӑн чӗри картах турӗ. — Театр йӑли! — терӗ вӑл, йӗкӗлтесе кулнӑ май пӗр куҫӗпе маччана пӑхса. Офицерпа тиншӗк хушшинче тахҫантанпах ӗнтӗ ансат та пӗр-пӗрне шанакан хутшӑнусем, пӑртак юратуллӑ фамильярлӑх та пурччӗ-ха кунта, пулса кайнӑ. Ҫакӑнта, утӑ ҫинче, ҫакӑн пек идиллиллӗ вырӑнта; тӗнчерен, ҫынсен куҫӗнчен инҫетре вӑрҫни нимӗнех те мар. — Вӗсем иккӗшӗ ҫав каҫ тӗппипех калаҫса татӑлни паллӑ марччӗ-им вара? тата ҫав каҫ вӗсен хушшинче нимӗнле чӑрмав та ҫук пулни курӑнмарӗ-и? — Ӑна ӗҫме юрамасть, — тенӗ Ваҫили Андрейч, эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн шушка ҫыртса. Урӑх ним тумалли те ҫук… Чубӑн хӑйӗн те ӗнтӗ ҫав ырӑ ӗмӗте пурнӑҫлас шучӗ пурччӗ, анчах тимӗрҫӗ хушнӑ пек тума тӳр килет-ҫке-ха, ку вара ӑна самаях тарӑхтарчӗ. * * * Клюбер г-н Санин ҫуккине те, вӑл офицерсемпе калаҫнине те асӑрхаман пек турӗ; хӑй лашасем кӳлекен кучера васкатрӗ, кучерӗ кӑштӑртатнишӗн ҫилленчӗ. — Тарӑ, йыттӑм! Акӑ пирӗн хуҫа та килет! — Вӗсем тӳлек, кӑмӑллӑ. Вӗсем ҫывӑраҫҫӗ-ха. Эсир к-килӗшни питех те н-нумай усӑ парӗ, анчах ҫав тери сахал сиен кӳрӗ! — Тавтапуҫ, улпутӑмӑр, — терӗҫ те инкесем, ҫавӑнтах килӗсене кайрӗҫ. Ӑҫта тӑратар-ши ӑна? Хӗрарӑмӗ тутӑрне пуҫ ҫинчен хулпуҫҫи ҫине антарса тӗреклӗ шурӑ аллисене сӗтел ҫине хучӗ, пӳрнисене хӗп-хӗрлӗ пулмаллӑхах ҫаклатса тытса лартрӗ. — Павел Петровича мӗнле каларӑн эсӗ? Пӗр жуликсем анчах пӗлеҫҫӗ. Эсир шуйттан пулсан та, ҫавӑ сире сиен кӳрес ҫук пулӗ тетӗп. — Ку хӑрушӑ япала-и вӑл? — ыйтрӗ амӑшӗ. — Хӗрарӑмсем хӑйсем пӗлменнисене ҫеҫ юратаҫҫӗ. Куженков утсене епле шӑварни ҫинчен ыран Давыдова каласа пама манас марччӗ-ха. Вӗсене калаҫтарса ҫавӑрас ҫуккине Огнянов пӗлчӗ ӗнте. Талькава куҫса ҫӳрекенсемпе паллашасси пӗрре те илӗртмест: вӑл ҫаратакансемпе вӑрӑ-хурахсене тӗл пуласран хӑрать. Анчах самантрах эпӗ ӑна ӑнлантарма тытӑнтӑм: лакей вӑл ахаль тарҫӑ мар, кӑмӑлӗ пулсан-пулмасан та, унӑн чиркӗве ҫӳремелле, унта хуҫисемпе пӗрле лармалла — йӗрки ҫавӑн пек. «Ун пирки эп хам та ҫапла шухӑшларӑм, хупаха илсе кӗрес, терӗм; анчах эсреллӗ жид майри ӗненмӗ, ӑҫтан та пулин вӑрланӑ тейӗ тата; ҫитменнине тата эп тин ҫеҫ хупахран тухрӑм. Алли-урисем вилнӗ пек чӑсӑлса выртатчӗҫ. Халӗ эсир сывӑ-им? Эпӗ те пусӑрӑнса лартӑм. — Мӗн калаҫатӑн эсӗ? Ача пек ҫӑмӑллӑн утса, шпорсене чӑнкӑртаттарса, комбат патне пычӗ те вӑл, аллине тӳрех картус козырёкӗ айне тытрӗ. — А эпӗ сире эсир хӑвӑр пӗлменни ҫинчен каласа парсан, карабина каялла паратӑр-и? Шухӑшран вӑраннӑ хыҫҫӑн Ерошка пуҫне ҫӗклерӗ те ҫуртан хумханакан хӗлхемӗ тавра вӗлтӗртетсе вӗҫсе ҫӳрекен, ҫӳресен-ҫӳресен вут ҫине ӳкекен ҫӗрлехи лӗпӗшсене тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ унӑн туйине илсе парас терӗм, анчах ҫыхса лартнӑ алӑсем лайӑх тыткатаймаҫҫӗ, эпӗ хам нумай мӗшӗлтетнӗшӗн тарӑхатӑп, вӑл мантан ҫӳлте тӑрса хуллен кулать: — Мӗн пулнӑ сан аллусене? — тет. Чап орденӗн кавалерӗсен пӗрлештернӗ батальонӗ, флангсенчен йывӑҫ тункатисемпе вӗтлӗхсем хупӑрласа тӑракан ансӑр плацдарм ҫине хӗсӗнсе, Америка хӑнисем тӑракан трибуна умӗпе чаплӑн та кӗрнеклӗн утса иртрӗ. 1. Санк-Петербург. Главнай Гидрографически управленине. Пӗрремӗш рангри капитана П. С. Соколова. Фома хулана салхулланса, вӗчӗхсе, шӑртланса таврӑннӑ. Улпут майри ҫапла шухӑшларӗ пуль: старик ҫӗрле пурпӗрех кама та пулин тыттарӗ — вӑрттӑн парӗ, терӗ пуль. Тахҫан курнӑ, аран асра юлнӑ тӗлӗкри пек… — Ара, — татӑклӑн та сиввӗн тавӑрчӗ Оленин. — Пурпӗрех вӗсем светски ҫынсем мар, — астутарчӗ аннеҫӗм, — санӑн, экзамена хатӗрленес вырӑнне, вӗсем патне ҫӳреме кирлех мар. — Атя, каяр, Митяй, мӗн пулсан пулӗ, хирӗҫме ҫук. Эвелина старик ҫине тем каласа тӑкасла пӑхса илчӗ те, лешӗ тек шарламарӗ. Бекки, никам та хӑй хутне кӗрсе пулӑшакан ҫук пекех, хӑйне пӑшалпа тӗллесе пеме тесе хӑваланипе ӗшеннӗ кролик пекех, мӗскӗннӗн пӑхса ларнӑн туйӑнчӗ. Христоса иккӗмӗш хут хӗрес ҫине пӑталӑр, ку тӗрӗсрех пулӗ! Ҫавӑн хыҫҫӑн вара Ваҫили Андрейч ҫывӑрса кайма мар, лӑпланайман та. Сирӗнпе Кентукки штатӗнчи ватӑ Зеб Стумп калаҫать. Хӗнеме те ирӗк ҫук санӑн! Унтан, ман хулпуҫҫинчен туслӑн лӑпкарӗ те, ман патӑмран лӑкӑштатса кайрӗ. Кая юлса тухрӑмӑр. 6 сехет хушшинче 4 ҫухрӑм кайрӑмӑр. Тӳрем вырӑнсемпе сӑрт айӗсенче пинӗ-пинӗпе лашасем ҫӳренӗ. Вӑл, карта урлӑ каҫса, хӗрача пурӑнакан ҫурт патнелле тӗмӗсем хушшипе шӑппӑн шуса кайнӑ та чӳрече патнех ҫитсе чарӑнса тӑнӑ. Пӗтӗм кӑмӑлӗпе ҫемҫелсе вӑл нумайччен ҫав чӳрече ҫине пӑхса тӑнӑ, унтан ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хунӑ, аллинче хӑйӗн шанса кайнӑ мӗскӗн чечекне тытса тӑнӑ. Эпир юр хыҫҫӑн типшӗрме ӗлкӗреймен иртнӗ ҫулхи хӑмӑр ҫулҫӑсем лапкипех витсе хунӑ ҫул хӗррипе пытӑмӑр. Кӗлетрен хӗрсе кайсах калаҫнисем, ахӑлтатса кулнисем вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн тӑварлӑрах сӑмах каласа янисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ, ырӑ шӑршӑллӑ тырӑ тусанӗ пӑрӑлтатса тухать… Тырӑ аван пулсан, аптрамастпӑр темелле. Кунта пуҫтарӑнса ҫитнӗ те, ларӑвне те ҫакӑнтах ирттерер мар-и? Ял ҫыннисем пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек хӑйсен юратнӑ учительне хӑна тума тӑрӑшнине Огнянов ним чухлӗ те пӗлмен. Унӑн улшӑнса кайнӑ начар сӑн-питӗнчен ӑна ҫамрӑк теме май пулмасан та, хӗрарӑмӗ самаях ҫамрӑк курӑнать-ха. Арена ҫывӑхӗнчи вырӑнсене вунпилӗкшер доллара сутнине пӗлетӗр эсир. — Ҫук, — терӗ Элен, — анчах эпӗ ыйтнине итлесе, вӑл сирӗнпе калаҫма килӗшрӗ. Тымар айне кӗрсе ларнӑ. Хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне вӑл пӗр сас-чӗвӗпе те, шӑппӑн пӑшӑлтатнипе те палӑртмасть. Хаваслӑхпа пӗрлешнӗ ачасем, пӗлӗтрен кайӑксем калла таврӑнасса ним сас-чӗвсӗр тимлӗн кӗтсе, пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса тӑнӑ, — кӑвакарчӑнсем евӗрех, ҫӗртен, пурнӑҫ варкӑшӑвӗнчен аякка вӗҫсе ӳкнӗ вӗсем: кун пек сехетре вӗсем ахаль ача-пӑча ҫеҫ пулнӑ, — пӗр-пӗрне кӗвӗҫесси те, ҫилленесси те асра пулман вӗсен; тӗрле пур-ҫукран ютшӑнса кайса, вӗсем пӗр-пӗрне ҫывӑххӑн тӑнӑ, куҫран куҫа пӑхса илнипех пӗр-пӗрин туйӑмне ӑнланнӑ, — аван пулнӑ вӗсене, ҫав пӗлӗтри кайӑксене пекех. — Мӗн куратӑн эсӗ унта? — тесе ыйтрӗ ашшӗ унран. Юлташ старший лейтенант, мӗне пӗлтерет ку? Ҫак вӑхӑтра инҫет уҫӑмланчӗ, эппин, Америкӑн Анд тӑвӗсен вӑрӑм кати вырнаҫнӑ ҫӳллӗ ҫыранне ҫирӗм миля инҫӗшӗнче те курма май килнӗ пулӗччӗ. «Телей алла кӗрес пекехчӗ, умрахчӗ вӑл»… Шӳт турӑм, тетӗп вӗт. — Джим пирӗнпе пӗрле шкуна ҫине каять, ҫапла мар-и? — тесе хушса хучӗ доктор. Ҫавӑнпа та ҫак парнесем ман, ӑнлан, арчара мар, чӗре патӗнчех выртаҫҫӗ!» Хӑйӗн куҫҫулӗсемпе асапӗсене пуринчен те пытарнӑ, хай ҫав вӑхӑтрах мана ҫӑлмалли мелсем ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр шухӑшланӑ. Билран ыйт. Икӗ эрне каялла эпӗ унпа вӑрттӑн венчете кӗтӗм. — Эпӗ, — терӗ хохол малалла, — пирӗнтен кашниех кантӑк ванчӑкӗсем тӑрӑх ҫара уран ҫӳренӗ пуль, кашниех хӑйӗн инкеклӗ сехетӗнче халь эсӗ сывланӑ пек сывланӑ пуль тесе шутлатӑп… — Эсир ватӑлса ҫитнӗ ӗнтӗ, турра кӗлтӑвӑр… — Пулнӑ, ӑслӑ хӗрача пулсан, мана атте тата тепӗр хут илсе каятӑп, терӗ. — Тахта, эпӗ сана каласа парам сочиненине мӗн тума ҫырнине, — Хумма ҫиленчӗкле каланине чарса каларӗ Уҫӑп, — вӑл пит те чее сочинени! Ҫавӑнтах кичемленсе, вӑл упа ҫури пек мӗкӗрет: — Шуйттан шӑтӑкне килсе кӗтӗмӗр… — Сан ӑна Ровоама хаджи патӗнче шырамаллаччӗ! — хытӑрах каласа хучӗ Огнянов. — Кам вӑл, эсӗ мӗнле шутлатӑн? Хӗрарӑм чӗлхисем ҫак хӑнасем колонист туйне пыни ҫинчен хыпар ҫитернӗ. Унӑн престолӗ умне эсӗ ҫавӑн пек шӳт туса, кулкаласа пырас тетӗн-и вара? Вӑл ӗнтӗ Озеров капитан ҫине куҫ илмесӗр пӑхма тытӑнчӗ, анчах, хытӑ пӑлханнипе, хӑй патне ҫывхарсах-ҫывхарсах пыракан капитан мӗн каланине илтмерӗ. Эпир иксӗмӗрех юлтӑмӑр. — Куратӑр-и, пирӗн казармӑсене те вут тӗртрӗҫ, миҫе кӑна ҫын пӗтмерӗ пулӗ, пӗтӗм пурлӑх французсене ахалех юлчӗ вӗт, — терӗ вӑл ассӑн сывласа. — Эпир яланах пӗрле пурӑнаймастпӑр-ҫке, — хӗрелерех ответлерӗ Катя, Филипп ҫурӑмӗ ҫине тинкерсе пӑхса. Сасартӑк вӑрмантан виҫ-тӑватӑ салтак тухрӗҫ те, пӑшал персе, хӑйсен юлташӗсене систерчӗҫ. Вӑл аллисене вӑртах малалла тӑсрӗ: вара Давыдов Устинӑн аманса пӗтнӗ сылтӑм аллинче шӗвӗр пӳрне пӗр-пӗччен ҫеҫ юлнине, ыттисен вырӑнӗнче хӑмӑр пӗркеленчӗксене курчӗ. Ун пеккисем, вӗсем шеллесен, пушшех пӑсӑлса каяҫҫӗ… Ҫук, ҫук, Генри нихӑҫан та ҫавӑн пек кая юлса тӑмасть. Ҫӑлтӑрсен хушшине пуйӑспа кайма пачах май ҫук иккен. Ун ури сассине илтсен, Ольга ҫӑврӑнса тӑчӗ те Женя ҫине шӑтарасла сиввӗн пӑхрӗ. Вӑл ӑна шеллерӗ, ҫав вӑхӑтрах ҫак ҫын ҫине пӑхса унӑн темшӗн ӑшшӑн, кӑмӑлтан кулас та килчӗ. Кӗрӗр! — тенӗ кӗмӗл пек янӑракан сасӑ, сунарҫӑ вӑл сасса лайӑх пӗлсе тӑнӑ, анчах ку хутӗнче вӑл ҫав тери хурлӑхлӑ пулнӑ, Зеб Стумп ӑна аран ҫеҫ палласа илнӗ. Енчен вӑл каҫхи апата таврӑнмасан, ӑна шырама Сайлас тету каять. Ытла ҫӗре юлнӑ пулин те хупах чӳречинчен хӑй ҫути курӑнатчӗ-ха. Лӗм ҫилсӗр, пӑчӑ ирччӗ. Виҫҫӗмӗш батальонӑн команднӑй пунктӗнчен пӗр ҫӗр метрта, пӗчӗк лупашкара вӑл Озерова чарса тӑратрӗ те ун умне тӑчӗ, — хӑй ҫӳлех мар, ҫӑмӑл кӗлеткеллӗскер, йӳле янӑ шинельпе, — аллипе пӗлмелле мар тем кӑтартрӗ те, яланхи пекех хӑвӑрт сӑмахлама тапратрӗ: — Ҫапӑҫу вӗт, ҫапла-и? Эпӗ музыкӑна питӗ юрататтӑм та вӗсене хӗрхентӗм, Трухачевские пюпитра лайӑхрах ларта-ларта патӑм, нота страницисене уҫса тӑтӑм. Ҫапах та, хӑрушлӑх иртмен-ха. Вӑл, акӑ мӗн, пӑх-халӗ эсӗ, пӗр поручикпа иккӗшӗ хула хыҫне кайнӑ пулнӑ, хӗҫӗсене илсех, вара тытӑннӑ, тет, пӗрне-пӗри хӗҫпе тирме; Алексей Иванычӗ вара поручикне чиксех пӑрахнӑ, ҫитменне тата икӗ свидетель умӗнче. Мӗн тӑвас тетӗн эсӗ? Вӑл шыв юххи майӑн манран анатарах анчӗ те унтан лӑпкӑ шыв ҫийӗпе ҫыран хӗрнелле тухрӗ, ҫав тери ҫывӑхран иртсе кайнӑ пирки эпӗ ӑна пӑшал кӗпҫипех перӗнме пултараттӑм. Ҫамки сарлака, кӑвакарнӑ вӑрӑм ҫӳҫӗ хулпуҫҫи ҫинех усӑнса анать. — Хамӑр кайса пӑхар-ха эппин, — ҫурта вӑрӑ-тавраш кӗмен-и, тесе шутларӗ вӑл. — Ҫук, вӑл пӑртак вӗриленсе кайнӑ. Струльдбругсемпе куҫа-куҫӑн курса паллашнӑ хыҫҫӑн, эпӗ вилӗмсӗрлӗхшӗн ҫунма пӑрахнине вулакан хӑех ӑнланса илме пултарать. Щукарь мучи хутне кӗрекенсем пулчӗҫ, пӗрисем чӑнласах, теприсем шӳтлесе, унтан та кунтан кӑшкӑрма пуҫларӗҫ. Анчах нумайлӑха-ши? Е эсӗ Новоград-Волынски пӑтӗнче пӗр кун хушшинче вунвиҫӗ хут атакӑна кайса юлашкинчен хулана ҫапах та ҫӗнтерсе илнине мантӑн-и? Аристократи Англине ирӗклӗх пачӗ тата пулӑшасса та вӑлах пулӑшса пырать. Паянтан пуҫласа унӑн Воропаевпа темле ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫланса каяссӑн тата паян вӑл иккӗшне татӑклӑнах ҫывӑхлатмалли темле сӑмах калассӑн е мӗн те пулин тӑвассӑн туйӑнать ӑна. — Ҫ-ук, пӗлейместӗп!.. — шухӑшлӑн каланӑ Фома, юлташӗ ҫине сӑнавлӑн пӑхса. О, ҫук, ан кайсам-ха! Эпӗ чунтанах вӗренеттӗм, — кирек мӗнле ӗҫе те ша тытӑнтӑн пулсан, лайӑх тӑвас пулать. Унтан вӑл тирпӗйлӗхпе тирпейсӗрлӗхе ҫухатни ҫинчен, йӗркесӗрлӗхпе ҫыннӑн хӑйне хӑй хаклас туйӑмӗ ҫинчен хушса хучӗ. Ак халӗ, сан ҫумра чухне, хӑрас шухӑш та ҫук, хӑм шикленни хамах аван мар пек туйӑнать. Падуйӑра пурӑннӑ чухне, — унта драгунсен полкӗ тӑратчӗ — нумай офицерсемпе эпӗ питӗ туслӑччӗ!.. Ҫав самантра тенӗ пекех, пур ҫывӑхри урамсенчен те кунта халӑх пырса тулнӑ, лётчика пулӑшу пама чӗннӗ врач та крыльцо патне аран-аран хӗсӗнкелесе тухнӑ. Эпӗ Демид пирки кӑна ыйтӑва ҫутатса патӑм… Ил-ха, тетӗп хайхине, хӑвӑн портфельне те тухса вӗҫтерех кунтан ӑҫта куҫу курать ҫавӑнта, мана эсӗ, ҫакнашкал пысӑк ҫын, ним тума та кирлӗ мар». Давыдов куҫне аран курӑнмалла пуличчен хӗссе лартрӗ. — Хӑваласа кӑлартӑн-и вара? — ыйтрӗ вӑл кулнипе чӗтрекен сассипе. — Хӑваласах кӑлартӑм! Ватӑ сунарҫӑ пӗр самант чарӑнса тӑрать те, пит вӑрӑм сӑмах калама хатӗрленнӗ пек, сывлӑш ҫавӑрса илет. Боба та ҫӗҫӗпе вӑйлӑ чикнӗ, Том икӗ хут аманнӑ. Халӗ вӑл, кӑкӑр ӗмӗртекен ҫамрӑк ача амӑшӗ пек, — уйрӑмах чечен, лӑпкӑ, кӑштах ӗшеннӗ, талкӑшпех ырӑ, телейлӗ, таса амалӑх сӑнӗпе ҫиҫсе, йӑлкӑшса выртать. — Эпӗ кунта, Гек. — Эпе сирӗн аҫӑра икӗ хутчен курнӑ, ун ҫинчен нумай илтнӗ, — терӗ вӑл малалла: — Сирӗнпе паллашма питӗ хавас эпӗ. Вӑл, Ботани-Бэйран тухсан, ҫурҫӗрелле хӑпарнӑ, вара 16° широта ҫинче, Скорби сӑмсахӗнчен инҫе те мар, унӑн «Попытка» ятлӑ судни ҫыран хӗрринчен вӑтӑр километрта коралл рифӗ кӗрсе ларнӑ. Эпӗ хам пӗчӗкҫӗ пирки тӗрлӗрен кулӑшла тата кӳренмелли тамашасем курман пулсан, ман пурнӑҫ чылай телейлӗ пулатчӗ пулӗ. Эпӗ вунтӑват ҫул тултарсан, атте мана Кембридж хулинчи Иманьюел колледжне вӗренме ячӗ. Унта эпӗ наукӑсене виҫӗ ҫул хушши тӑрӑшса вӗрентӗм. Анчах мана колледжра малалла вӗрентме аттен вӑй ҫитмерӗ, ҫавӑнпа вӑл мана унтан каялла чӗнсе илсе Лондонри пит чаплӑ врач мистер Джемс Бетс патне вӗренме пачӗ. Унтан вара ун куҫӗ умӗнче темӗнле хӗрлӗ ҫутӑсем вӗлтӗртетме пуҫларӗҫ, вара салтаксем хӑй ҫине чул купалама тытӑннӑн туйӑнчӗ ӑна; вӗлтӗртетекен ҫутӑсем ӗнтӗ сайралнӑҫем сайралсах пычӗҫ, хӑй ҫине купаласах тӑракан чулсем йывӑрланнӑҫем йывӑрланчӗҫ. Кашни шӑматкунах Павел патне юлташӗсем пухӑнчӗҫ, кашни пухӑвах вӑрӑм та сӗвек пусман уйрӑм картлашки пек пулчӗ, — вӑл ҫынсене вӑраххӑн ҫӗклесе таҫта инҫетелле илсе кайрӗ. Мӗн эсир, курмастӑр-им? Ӑҫта вара вӑл? Халӗ эсӗ хӑвӑннисем ҫинчен каласа пар. — Анчах миҫен вара? Старик вилсен, Генри вырӑнне вӑл ун пурлӑхне илсе юлма шутлас пулсан, ҫавна ӑнланма пулатчӗ. Таҫта юнашарах пысӑк та хӑрушӑ тискер кайӑк шӑппӑн пытанса тӑрса хӑйне сыхланинчен асӑрханнӑ пекех, вӑл куҫӗсемпе пӗрехмай айӑккалла пӑхса пычӗ, хӑлхисемпе кашни сас-чӗввех итлерӗ. Вӑл ӑнланмаллаччӗ ӗнтӗ Марья Васильевнӑпа мӗн пулнине! Тӑватӑ кун ҫапӑҫрӗҫ козаксем чулсемпе кирпӗчсем ывӑтса. Нимӗншӗн те ан кулян, хӑйӗн мӗн тумаллине аҫу хӑй пӗлтӗр. Ҫынсен уҫӑ вырӑнта ҫӗр каҫасси ҫинчен шутламалли те ҫук. Челкаш ку пурнӑҫа унталла та кунталла та ҫавӑркалама пултарасса туйрӗ. Поляк винтовкине хулпуҫҫи ҫинчен антарать те ӑна ура патне тытса, ӑна караул тӑрать. — Нех жяе коммуна! — тенине Корчагин уҫҫӑнах илтет. Чухлатӑр-и, мӗне пӗлтерет ку?.. Вӗсем тайлӑмпа анчӗҫ те аппарат патне таврӑнаҫҫӗ, ӑна кактуссен хушшинче шыраса чылай вӑхӑт ҫӳрерӗҫ. Мӗн тулкки пур ҫавӑнта? Акӑ эп чарӑнса тӑтӑм — ку Эпӗ. — Акӑ эсир хӑвӑрӑн мухтавлӑ харпӑрлӑх тивӗҫлӗхне ҫухатрӑр та ӗнтӗ, — терӗ лӑпкӑ кӑмӑлпа Базаров, ку хушӑра Аркадий пӗтӗмпех вӗчӗленсе кайрӗ, унӑн куҫӗсем йӑлтӑртатса илчӗҫ. Увар Ивановича ыйхӑран вӑратрӗҫ; вӑл аяла анчӗ, Анна Васильевна сӗннине ним чӗнмесӗр итлесе пӗтерчӗ, пӳрнисемпе выляткаласа тӑчӗ те, вӗсемпе пыма килӗшсе, пурне те тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Ун пек ҫын эпӗ халиччен курман, комбрига эпӗ питӗ те хисеплетӗп. Ку лайӑх та. — Акӑ, ҫак персе шӑтарнӑ картина эпӗр унпа юлашки хут тӗл пулнине кӑтартакан паллӑ, — терӗ. Вӗсен вара кунта ҫул майӗн кӑна кӗтӗмӗр, тӑватӑ сехетренех малалла, хулана каятпӑр тесе пӗлтерме васкамалла пулчӗ. Ҫитменнине вӑл бокс азбукин пӗрремӗш саспаллине те пӗлместчӗ. Вӑл ӗненнӗ тӑрӑх, гуигнгнмсенчен пӗри те ҫакнашкал карапа тума пултараймаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсенчен пӗри те ехуна ҫавнашкал карапа ертсе пыма шанса парас ҫук. — Малалла калатӑп. Ун ҫинчен вӑл:«Мӑнтарӑнӑм эсӗ манӑн…» — тесе шухӑшларӗ. Вӑл нимӗн те туйса илмерӗ. — Пит аван! Пирӗн яла халӗ ҫунтарса ячӗҫ. Вӑл кашни сыппинченех чӑтмалла мар сурса ыратать. — Эпӗ вӗсене хушман вӗт юратмашкӑн! — терӗ вӑл ҫиленсе, унтан аяккалла утрӗ. Эпӗ эсир мӗн хушнине тӑватӑп. Эсир хӑвӑрӑн январӗн 14-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑрта мана ҫакӑнта килме хушнӑ. Виҫҫӗшӗ те каялла пӗр хирӗҫмесӗр ҫаврӑнчӗҫ. Овердофер гостиницинчи кухня аванах темелле мар, ҫитменнине тата вӑл мана пӑхни те кӑмӑла каймаллах мар. Лешӗ ӑна ҫапла ӑнлантарса пачӗ: ультиматума кашни ҫӗршыв хӑй майлӑ ҫырать, анчах вӗҫӗнче, вашаватлӑха палӑртса: «Министр господин, Сире питех те хисепленине ӗненсе йышӑнӑр», тесе ҫырса хураҫҫӗ, терӗ вӑл. — Ҫапла, ҫапла, вӑл ӑна хавассӑнах туса парӗ. Мӗлке шӑпах тутаран кӑшт ҫӳлерех ӳкет: Джеммӑн кӗрен тутисем, роза ҫеҫкисем пек, ачашшӑн курӑнаҫҫӗ, сайра хутра шӑлӗсем те ачасенни пек, йӑлтӑртатса илеҫҫӗ. Ҫамрӑк ача Уэлдон ҫемйине, хӑй тав тума тивӗҫлӗ ҫемьене, чӗререн юратни ҫинчен асӑнма кирлӗ-ши? — Эпир стенана шыв шайӗнчен ҫӳлерех шӑтараймӑпӑр-и? — ыйтрӗ ватӑ негр. Ҫапла тунинчен ҫӑмӑлраххи, ӑслӑрах туни тата мӗн те пулин пур-ши вара? Ҫук, вырӑс халӑхӗ эсир шутланӑ пек мар. Татӑлса анчӗҫ… Вӑл пӳрнипе пуҫ тӑрринче ункӑ туса илет, унтан аллине хӑвӑрт антарса, урайӗнче ҫавӑн пекех ҫаврашка тӑвать. Аякра ҫаплах-ха ҫунаттисемпе ҫил арманӗ хӑлаҫланать, ҫаплах-ха вӑл аллисемпе сулкалашакан пӗчӗкҫӗ ҫын евӗр курӑнать. Блокгаузри гарнизон Бен Ганн Британи ялавне курсанах чарӑнса, мана алӑран ярса тытрӗ те, ларчӗ. Малтанах вӑл манран ҫивӗччӗн те ӑслӑн тӑрӑхласа кулатчӗ, анчах та эпӗ ӑна пирӗн пурӑнӑҫра «куҫа курӑнман ҫип» мӗнле вырӑн йышӑнса тӑни ҫинчен каласа парсан, вӑл шухӑша кайрӗ те: — Ҫапах та, эсӗ ухмах мар, ҫук! Эсир ман пата: мӗншӗн каймалла? тесе ҫыртӑр. Анчах эпӗ юлма пултараймастӑп — юлас та килмест. Унӑн ҫивӗчӗ ҫӳтӗлсе хулпуҫҫи ҫине хура ҫӗлен евӗр ӳкрӗ, Анна Сергеевна пӳлӗмӗнче лампа тата нумайччен ҫунса ларчӗ, вӑл ҫӗрлехи сивӗ шӑппӑн ҫыртнӑ аллисене пӳрнисемпе сайра-хутра кӑна сӑтӑркаласа, пӗр хускалмасӑр ларчӗ. Гленарван Эленшӑн мӗн тӑвассине эсир те маншӑн тӑвасса шанма пултаратӑп-ши эпӗ, савнӑ Джон? «Суятӑн, сысна хӑлхи!» Ҫулпуҫ тавра унӑн чи паллӑ салтакӗсем пуҫтарӑннӑ. Вӗсен хушшинче Похайвен юханшывӗ Вайкатона кӗнӗ вырӑнта Каи-Куму кимми ҫине ларнӑ маориец та пур. Галунсемпе ҫӗлесе ҫавӑрӑннӑ капӑр шурӑ та хӗрлӗ ҫӗнӗ черкескӑсем тӑхӑннӑ писарьсем, льготнӑйсем тата уява таврӑннӑ ҫамрӑк ачасем, уяври пек хаваслӑ пит-куҫсемпе, икшерӗн, виҫшерӗн алӑран алла тытӑнса, арӑмсемпе хӗрсен пӗр ушкӑнӗ патӗнчен теприн патне ҫӳреҫҫӗ, чарӑна-чарӑна шӳт тӑваҫҫӗ, выляҫҫӗ. — Мельбурн тата? Кунти темӗнле шав ӑна тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Пӑхрӗ те: пӗтӗм станци тӑршшӗпех вӑрӑм состав тӑсӑлса тӑнине курах кайрӗ. XV Людовик пурӑннӑ вӑхӑтра Симурден, мӗншӗнне ӑнланса илеймесӗрех, хӑйне хӑй республиканец тесе шутланӑ. Пирӗн сехет васкать вӑл. Докторпа ҫыхӑнасчӗ тесе кӑлӑхах темӗнччен тертленнӗ хыҫҫӑн чи пирвайхи катерпах Полярнӑя ҫитеттӗм те, епле кая юлса пыраттӑм пулин те чӗннӗ ҫӗре тусӑмсем пыратчӗҫ. Асра-ха ҫав каҫсем. — Ахалех, хӑнӑхнӑран, — тавӑрчӗ Оленин. Е хӗссе пӑхатчӗ вӑл куҫне, е — хӑй умӗнче пӗтӗм тӗнче хускалнӑ пек, тӗлӗннӗ майлӑ пулатчӗ. — Эпӗ ыйхӑ тӗлӗшпе йӗтӗм, анне, — терӗм эпӗ, шухӑшласа кӑларнӑ тӗлӗке тӗпӗ-йӗрӗпе аса илсе тата ҫак шухӑш килсе тухнӑран хам та сисмесле шарт сиксе ӳксе. Акӑ чунсӑр чул ту, анчах вӑл та — тахӑшӗн пурнӑҫӗ. Ҫаплах юлчӗ вӑл ӗмӗр-ӗмӗр ыталаймасӑр… Тархасшӑн, кӗрӗрех, хапӑл туса йышӑнатпӑр сире, хапӑл туса! Анчах ҫилленсе кайнӑ профессора йӑпатса лӑплантарма ман пек ҫемҫе кӑмӑллӑ ҫын пултарас ҫук. Сылтӑмра, шоферсем тӑхӑнакан сӑран алсапа юнашар, шӑйӑрӑлса пӗтнӗ кивӗ револьвер выртать. Халӗ аэродрома ҫитме пӗр виҫӗ километр юлчӗ. Вӑл лере, вӑрман хыҫӗнче. Вӑрман хӗррине Алексей курать те пулас ӗнтӗ. Тӗттӗм ҫенӗхре Макар ҫӑра шӑтӑкне часах тупаймарӗ. Пӑрахут ҫӑтӑртатать, палуба таранах шыва кӗре-кӗре каять вӑл, пӗрре — пӗр аякӗ ҫине, тепре — теприн ҫине выртать, ҫапах та путмасть. Эпӗ Марья Ивановна хыҫҫӑн пӑхса юлтӑм; вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те пуҫӗпе сулчӗ. Хӗвел ҫӳле хӑпарнӑ тӗле Синопа умӗнче ҫичӗ пӗчӗк бизонсем тӑнӑ, юлашкинчен тунӑ пысӑк та ҫӑмлӑ бизон евӗрех. — Тавтапуҫ, тавтапуҫ! — тесе кӑшкӑратӑп эпӗ. Хӑлхисем унӑн янӑраса тӑнӑ, чӗри хӑвӑрттӑн тапнӑ, ҫапах вӑл хӑйне ҫӑмӑллӑн, лайӑххӑн туйнӑ. — Мӗнрен? — хӑвӑрт ыйтрӗ Петр. Киле эпӗ ҫав тери йывӑр шухӑшсемпе таврӑнтӑм. Каччӑ тӑнне ҫухатнӑ, халӗ унтан ним те пӗлме ҫук. Ҫак ҫапӑҫура озеровецсем хӑйсен хирӗҫ тавӑрас кӑмӑлне пӗтӗмӗшпех ирӗк пачӗҫ. Пур ҫӗрте те кавирсем, картинӑсем, чӳрече каррисем, чӑпар шпалер, авса тунӑ пукансем, Вольтер креслисем, стенасем ҫумӗнче пӑшалсем, пистолетсем, енчӗксем, темле тискер кайӑксен картонран касса тунӑ пуҫӗсем. Ханша сутуҫи старик ҫине ырӑ мар куҫпа пӑхрӗ те, хӑйӗн ҫыххине илсе, урайне, Долинникпе юнашар ларчӗ. Вӑрӑма тӑсӑлса пит ывӑнтарса ҫитернӗ ҫулҫӳрев хыҫҫӑн эпӗ 1709 ҫулхи июнӗн 9-мӗшӗнче Нагасаки хулине ҫитрӗм. Ҫак туслашу мана питӗ килӗшмерӗ. — Евгений? — ыйтрӗ вӑл: — сулахаялла-и? Ҫав аса иличченхи кун умӗн вӑл мана наградӑлани ҫинчен приказ вуланӑ та ман ҫинченех сӑмах пырать тесе шухӑшламан та, мӗншӗн тесен сахал-и тӗнчере Григорьевсем? Отелри швейцар нимӗҫле тата англичанла калаҫать, анчах профессор нумай чӗлхе пӗлекенскер, унтан Дани чӗлхипе ыйтрӗ, швейцар ӑна Дани чӗлхипе каласа ҫурҫӗрти авалхи япаласен музейӗ ӑҫтине кӑтартрӗ. — Робеспьер, вӑл пирӗн чикӗре тӑрать. Эпӗ ҫакна: «Кӳр-ха, пичче ун ҫине хам сиксе ларам та чӗрӗллех ярса тытам?» — терӗм. Вӑл чышкӑ ҫапӑҫӑвне чӗререн курайман. Хӑнана чӗннӗ фортри офицерсен чаплӑ мундирӗсемпе эполечӗсем, ҫар музыкки, Каса-дель-Корво нӳхрепӗсенчи пит аван авалхи эрехсем, — ҫаксем пурте ӗҫке-ҫике чаплӑ тунӑ, кӳн пеккине Леона шывӗ тӑрӑхӗнче ку таранччен курман-мӗн. Ҫакӑн хыҫҫӑн макӑрса пӗтнӗ Ҫӑрттан мучи правление, Давыдов ларакан пӳлӗме кӗчӗ те сак ҫине кайса ӳкрӗ: — Ну, вӑт, Ҫема, манӑн тусӑм, ҫӗнӗ инкек килсе ҫитрӗ: пирӗн Трофим пусса путса вилнӗ пулас. Вӑл ҫавна тӗрӗс калать, а эсир — каҫарӑр мана! — Кӑшкӑрса ывӑннӑ вӑл, — ӑнлантарчӗ Ульяна, ӑна пӳлӗмрен тӗртсе кӑларса. — Ку вӑл нимех те мар, — терӗ Петр хуллен, ун ҫине пӑхмасӑр, унтан каллех Попова сӑмахӗсене илтрӗ: — Каштах тӑхтама килӗшместӗр пулсан, — эсир ман япаласене пачах каялла памасан та пултаратӑр. — Пушах-ха, — терӗм эпӗ. — Федя Мазин мӗнле тата? — кӑшкӑрчӗ хохол кухньӑран. Ҫав самантрах аякка тарса кайса лӑпкӑ кӗтессе пытаннӑ Никита аса килчӗ. Пур ҫӗрте те сарӑ ҫулӑм чӗлхисем ҫутӑла-ҫутӑла илни курӑнать. Хӑватлӑ ҫапӑҫу вучӗ ӗнтӗ вӑл. «Санин? Том хуллен ӗсӗклеме тытӑнчӗ. Шухӑшларӑмӑр ҫавӑн пек — вӗсене тӗрлӗрен ҫуртсене хупма. Усрама хаклӑ ан пултӑр тесе, ӗҫлеттеретпӗр вӗсене, ҫав ватсупнӑсене, чӑлах-чӗлӗхсене… Халӗ ӗнтӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑксене урамран тасатнине пула, ыйткалакана парасси те ҫук, тата хаяр хуйхӑпа чухӑнлӑха курса пӑшӑрханасси те ҫук… ҫавӑнпа та ӗнтӗ халь: пӗтӗм этем ҫӗр ҫинче тутӑ та, питӗ те тесе шухӑшлама пултаратпӑр… Сывӑ пулса юл, Галю! Унтан вӑл хӑй пӳлӗмне кайрӗ: епле ӑшшӑн кулаҫҫӗ кунта пурте! Анчах хӑравҫӑлӑх та, вӑрттӑн вӑрласлӑх та кирлӗ мар мана. Бен Джойс каторжникӗсенчен мӗнле майпа ҫӑлӑнкаланӑ-ши вӑл? Анчах эсӗ ӑна асӑрханарах тыткала, хамӑрӑннисене персе ан пӑрах. Кавказра кӑна пулакан хӑйне евӗрлӗ уйрӑм каҫ. — Шутламан, — кулкаласа тавӑрчӗ Лукашка. — Ара, уттар-ха эсӗ, мӗн ҫулӑхатӑн? Вӑл та ахаль ҫынсем пек марччӗ: ӑна тӗл пуличчен эпӗ пурне те пӗлсе тӑракан, пурин ҫинчен те калаҫакан ҫынсене ҫеҫ курнӑччӗ. Негоро камбузран тухрӗ. — Итле-ха, эп шеллетӗп сана. Вӑрман шӑрши ытларах та ытларах сарӑлать; кӑштах ӑшӑ нӳрлӗх шӑрши кӗме тытӑнчӗ; вӑрмана пырса кӗнӗ ҫил сирӗн тӗле ҫитсе чарӑнать. Сан пек хӗр ытларах тума пултарнӑ, анчах хӑвӑн иртнӗ пурнӑҫушӑн хӑраса пурӑнма кирлӗ мар… — Воропаев ӑна аллисенчен тытрӗ те ҫупӑрласа илчӗ, ҫав вӑхӑтра вӑл питӗ ҫывӑхран унӑн куҫӗсенчен пӑхрӗ, — Ступина, хӑраса ӳкнӗ пек, пуҫне каялла ячӗ. Пасторпа уйӑрӑлнӑ хыҫҫӑн, Ганс ҫула тухасси ҫинчен пӗлтерчӗ те, эпир ик-виҫ минутранах Стапи ялӗнчен тухса кайрӑмӑр. Эпӗ ун патне, вӑл манран сан ҫыруна кунӗпех ыйтрӗ, эпӗ памарӑм, тесе ҫырса яратӑп. Пӗлместӗп эпӗ, тем пулчӗ мана, — карапа силлени-и, е ҫак кӑвак та хурлӑхлӑ вӑрмансем, тискер те, ҫара чулсем, чӑнкӑ ҫырансем ҫине хум ҫапса кӗрлени кӑмӑла пӑтратрӗ пулӗ, анчах хӗвел хӗрӳллӗн те ҫуттӑн ҫутатнӑ пулин те, вӗҫен кайӑкӗсем таврара кашласа тинӗсри пулӑсене кӑшкӑрса тытаҫҫӗ пулин те, кирек кам та уҫӑ тинӗсре нумай вӑхӑт пулнӑ хыҫҫӑн, ҫӗр курма хавас пулин те мӑн чӗре кичемлӗх хупӑрласа илчӗ. Тин ҫеҫ улӑштару пулса иртмен пулсан, эпӗ хам выртатӑп тесе шутланӑ пулӑттӑм. Пӗр арчи ҫинче ваксӑпа ҫутатнӑ хӑрах атӑ тӑрать. Лашапа кушак — чи таса чӗрчунсем… Тавтапуҫ! — терӗ Мэри, ҫамрӑк капитана алӑ парса. Чӳречерен хӑлхана хупласа лартакан шав илтӗнсе тӑчӗ; театр патне экипажсем пыраҫҫӗ, тӗрлӗ йышши сивӗ шывсем, мороженӑй сутакансем кӑшкӑраҫҫӗ, пуринчен ытла бразилецсем каналри шыв ҫинче, сваисем ҫапса, тимӗрпе кантӑкран тунӑ павильонри музыка тӳсмелле мар кӗмсӗртетрӗ. — Эпӗ ӗнер каҫ эсӗ юрӑсем юрланине илтрӗм тата сана… Ну, нимех те мар ку, паян мар пулсан — ыран, ыран мар пулсан — виҫмине, вӑл пурпӗрех чупакан пулать, мур илесшӗ! Арҫын ача нимӗн те сисмен пек пулса малалла ӳкерчӗ. — Манӑн та! — тесе ячӗ Роберт. Пуҫлакӑнни — Зубов пулнӑ. Эпӗ ӑна ҫапла пӑшӑлтатрӑм:— Эпир татах калаҫӑпӑр-ха. Ҫырма урлӑ каҫса чӑнкӑ тӑвайккинелле хӑпарнӑ чух, лётчик ерипен, йывӑҫ тӗмӗсенчен тыткаласа кӑна улӑхрӗ. Ӑна пӗртте хӑрушӑ марччӗ, анчах вӑл хайне сасартӑк ҫав тери пӗчченнӗн, ӑнланмалла мар тӑлӑххӑн, мӗнпур тӗнчерен касӑлса пӳлӗннӗн туйса илчӗ. Мӗншӗн халех? Шуралса та хӗрӳленсе кайнӑ Корытов темле учрежденирен халь ҫеҫ илсе тухнӑ сӗтел ҫине улӑхса тӑнӑ та халӑха шӑплантарма тӑрӑшать. Анчах та куна валли, пуринчен ытла сывлӑшри ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, урасем алӑсенчен кая мар тӗрӗс те пултаруллӑн тата уйрӑмӑнах хӑвӑрт ӗҫлени кирлӗ пулнӑ. Ҫак чӑтӑмсӑр ҫын ӑна килӗшрӗ. Ҫапла туса хатӗрленӗ сулӑ мӗнле вӑйлӑ хумсем пулсан та шыв ҫинче тытӑнса тӑмалла. Анчах, ҫилӗ урӑх енне кайсан, ӑна тытса пыма пулӗ-ши, вӑл ҫыран хӗррине ҫитме пултарӗ-ши? Пӗтӗм ыйту ҫакӑнта пулать те. Тӑвӑл тухнӑ вӑхӑт пулсан, тинӗс шавласа, кӗрлесе ҫеҫ тӑрать, ун ҫийӗн хумсем ҫӗкленеҫҫӗ, кун пек хумсене вӑйсӑр юханшывсем нихҫан та ҫӗклес ҫук. Вӑл пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илнӗ кӗрешӳ ҫинчен каласа, ҫамрӑксене коммунистсен партийӗ тавра пӗрлешме чӗнчӗ. Ача ҫӑкӑра ҫавӑнтах ҫӑткӑннӑн ҫыртса илчӗ те, ӑна чӑмласа, хӑвӑрт малалла утрӗ. Кольхаун ӗнтӗ хуллен аяла анас та, арҫынсене вӑратса, пурте пӗрле вӑрра тытма каяс тесе шутланӑ-мӗн. Ҫав тери хӑрарӑмӑр эпир ун чух… Ҫав уншӑн пурпӗрех пулни ман ӑшӑмра хытӑран хытӑрах усал хуйхӑ кӑларса пыратчӗ, Яков ҫине ҫиленсе ӑна кӑмӑллас мар шухӑша вӑрататчӗ. Пӗр вӑйлӑ хум суднона кисрентерсе палуба ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ вӑхӑтра вӗсем кают-компанине кӗрсе алӑкне ҫеҫ хупма ӗлкӗрчӗҫ. Вӑл начар хуҫа пулнӑ, юрламан, музыкӑпа йӑпана пӗлмен, нумай вуланӑ тата мӗн вуланине лайӑх астунӑ пулин те, литература ҫинчен калаҫман. — Анчах кунта мар. Паян ман патӑмра мӗнпур маттурсем пухӑнмаҫҫӗ-и вара… Чӗлхӳне ҫыртрӑн-и е каламалли ним те ҫук-и? Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ. Вӑл чылай таса, варринчен хӑмапа пӳлсе икке уйӑрнӑ горница. Ҫапах та, Толине хӗрӳллӗн калаҫса ярсан, ача ҫине вӑл урӑхла пӑхма шутларӗ. Мӗн тума тыткӑнрисем? — Тӑшман нумай крепӑҫсене тытса илнӗ, теҫҫӗ. — Мӗншӗн ун пек тумалла-ха вара? — терӗ генерал, кӑмӑлсӑрланса. Кала-ха мана мӗн те пулин, — пӑшӑлтатрӗ Монтанелли. — Эпир ӑна… — Ҫакӑнти пыракан калаҫу пӗтӗмпех эпӗ хама тытма пӗлменнипе пулчӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кушак, ҫак упа пекех кӑнттам ҫын — унӑн шанчӑклӑ тусӗ пулнине темиҫе хут та курса ӗненме пултарнӑ. Ӑнланса илтӗн-и, хурланчӑк? Кашниех ют куҫра хӑйӗн сехӗрленӗвне, хӑйӗн чуралла, айӑпа кӗнӗлле кичемлӗхне вуласа пӗлесрен хӑрарӗ, — тӗттӗм ӑспуҫӗ сасартӑк этемле тӑнпа ҫап-ҫуттӑн ялтӑраса-хӗмленсе кайнӑ пӗчӗк, ҫиллес те вараланчӑк чӗрчунсен сехӗрленӗвӗпе кичемлӗхне. Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫетчӗҫ. Упӑшки вилсен — венчете тӑнӑ, анчах амӑшӗ ҫав ҫулах ӳсӗрпе шыва кӗнӗ чухне путса вилнӗ… Ҫак чул купи кӗтмен ҫӗртен ҫӗр чӗтреннипе ку ҫула питӗрсе хунӑ пулмалла. Америка хаҫачӗн корреспонденчӗ Арчибальд Скайльс, ҫак тӗлтен иртсе пыраканскер, пӗлтерӳ умӗнче ҫара уран тӑракан ҫамрӑк хӗрарӑма асӑрхарӗ, — вӑл тирпейлӗ ҫитсӑ кӗпепе, мӗн ҫырнине тутине хускаткаласа вулать. — Епле самолетпа? Унтан, пӑхатӑн та — каллех пӗлӗт ҫинчен татӑлса аннӑ тейӗн, сала урамӗ тӑрӑх ыткӑнса ҫеҫ ҫӳрет. Халь вӑл урамӑн йӗрри те ҫук ӗнтӗ, тен, вӑл Диканькӑран пӗр ҫӗр утӑмра ҫеҫ пулнӑ-тӑр. Вӗсем — художниксем, сочинительсем. — Мана тав тума кирлӗ мар, — терӗ палламан ҫын, — мӗншӗн тесен манӑн сире ҫаплипех пӑрахса хӑвармалла пулать, шел те, анчах манӑн вӑхӑт ҫук. — Ан тавлаш, тете! Анчах Бойчона халь нимӗн те хӑратма пултараймасть. Вӗсем ун чухне мӗнпур паллӑ планетӑсен пӑлхавне те шута илнӗ. Ҫартан таврӑннӑ хыҫҫӑн манӑн Сирӗнпе питӗ вӑйлӑ кӗрешме тивет, ҫав кӗрешӳре эпӗ Сире ҫӗнтерме ӗмӗтленетӗп, ҫавӑнпа та халӗ опыт пухатӑп. Ҫыру ҫинче паллӑ тунӑ тӑрӑх, ӑна Артур ҫураличчен тӑватӑ уйӑх малтан ҫырнӑ. Эсӗ ҫакна пӗлмесӗр юлма та пултараттӑн. Анчах сасартӑк халӑх шавлама тытӑнчӗ, пур енче те: «илсе килеҫҫӗ! илсе килеҫҫӗ! козаксем!» тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. — Пур, акӑ вӑл! Беженецсем ушкӑнӗсене салата-салата ярса, нимӗҫ танкӗсем Вазуза урлӑ хӗвелтухӑҫнелле каҫса кайнӑ, анчах кунта вӗсен ирӗксӗрех кӑшт чарӑнса тӑмалла пулнӑ: мӑн ҫулсем ҫинче, инҫетри тылра, халь те-ха ҫапӑҫу пынӑ. — Яр — яр — кӑшкӑратӑп… Вӑл урисене хутлатса, шухӑша кайса, йӗри-тавра пӑхкаласа ларнӑ вӑхӑтра, эпир вулакана унпа паллаштарӑпӑр. Кок курӑнмарӗ, хирӗҫ сас та памарӗ. — Маттур! Халь вӑл малтанхинчен ӑстарах вылять. Мӑнкӑмӑллӑ плантатор ҫапах та ним пӗлмесӗр пурӑннӑ. Малтанхи ӑстрӑмӗнче пӗрпек енлӗ виҫкӗтеслӗх пек касса пӗҫернӗ така пӗҫҫи, ромбоида форми пек касса пӗҫернӗ ӗне ашӗ, циклоида евӗрлӗ пудинг ҫирӗмӗр. Ӑҫта-ха вӗсем, ҫав симӗс попугайсем, ку вӑрман вӗсен тӑван ҫӗршывӗ вӗт? Эпир хушнипе Ту-Этем арчине уҫрӗ. Пиртен иксӗмӗртен пӗри унта кӗрсе тӑрсан, темӗнле тусан ӑшне чӗркуҫҫи таран анса кайрӗ. Ҫак тусан ҫӳлелле ҫӗкленсе саланса кайрӗ те пире иксӗмӗре те темиҫе хут та чыхӑнтарса сунаслаттарчӗ. Шилеткин сылтӑм кӗсйинче эпир шурӑ хут листисене пӗр-пӗрин ҫине хурса, ҫирӗп канатсемпе хытӑ туртса ҫыхнӑ икӗ пит пысӑк купа тупрӑмӑр. Листисене темле хура паллӑсемпе тӗрлесе пӗтернӗ. Эпир ним ӳстерсе каламасӑр ҫав паллӑсене ҫыру паллисем тесе шутлатпӑр; кашни саспалли пирӗн ҫур аллаппи пысӑкӑш. Шилеткин сулахай кӗсйинче темле хатӗр тупрӑмӑр. Вӑл хатӗрӗн тӳрчӗ ҫине чиксе лартнӑ ҫирӗм шалча сирӗн величествӑн ҫурчӗ умне тытнӑ тӗкме карта евӗрлӗ. Пирӗн шутпа Ту-Этем ку хатӗрпе хӑйӗн ҫӳҫне турать пулас, анчах ку эпир шухӑшлани ҫеҫ. Эпир Ту-Этеме ыйтусемпе чӑрмантарас мар терӗмӗр, мӗншӗн тесен пире унпа калаҫса ӑнланма пит йывӑр пулчӗ. «Ту-Этемӗн хушӑри витӗмӗн (ранфуло сӑмаха эпӗ ҫапла куҫаратӑп, вӗсен шучӗпе ҫав сӑмах йӗм тенине пӗлтерет) сылтӑм енчи пысӑк кӗсйинче эпир ҫын ҫӳлӗш хӑвӑл тимӗр юпа куртӑмӑр. Ӑна юпинчен те пысӑкрах хытӑ йывӑҫ татӑкӗ ҫумне ҫыпӑҫтарса лартнӑ; ҫак юпан сылтӑм енче темле пит тӗлӗнмелле тимӗр татӑкӗсем кармашса тӑраҫҫӗ, вӗсем мӗн тума кирлине эпир пӗлеймерӗмӗр. Сулахай кӗсйинче те ҫавнашкал машинах тупрӑмӑр. Сылтӑм енчи пӗчӗк кӗсйинче шурӑ металпа хӗрлӗ металран тунӑ темиҫе лаптак ҫаврака япала тупрӑмӑр, пысӑкӑшӗ вӗсен тӗрлӗ. Шурӑ ҫаврашкисенчен хӑшӗсем ытла пысӑк та йывӑр пирки эпир иккӗн те аран-аран ҫӗклерӗмӗр. Вӗсене кӗмӗлтен тунӑ пулас. «Сулахай кӗсйинче эпир тӗрӗс мар формӑллӑ икӗ хура колонна тупрӑмӑр. Кӗсъе тӗпӗнче тӑрса, эпир юпасен тӑррине кармашса аран пӳ ҫитертӗмӗр. Эпӗ пур ҫын та мар вӗт, эпӗ тӳссе тӑраймастӑп ӑна. Сехри хӑпнипе хытса кайса Кольхаун ун ҫине пӑхса тӑнӑ. Икӗ хресчен наҫилккене йӑтса пычӗҫ — пӗри малтан, тепри — кайран, Тельмарш, хӗрарӑм алли тымарӗ тапнине хыпашласа, аяккинчен утрӗ. — Ме, мон ами! — куҫӗсене айван пеклӗ туса, хулпуҫҫийӗсемпе куҫ харшийӗсене ҫӳлелле ҫӗклетрӗ Бобетинский. Чӑнах та ҫапла! Чӗрне йӗрӗсене лайӑхрах сӑнаса пӑхмашкӑн сунарҫӑ чарӑнса тӑнӑ. Мӗнрен пулса каять-ха вӑл туйӑм ? Тен, часах вӑл тыткӑна лекнӗ юлташӗсене ӑмсанма пуҫлӗ! Пурпӗрех вӑл. Вӑл, хыттӑн, хаяррӑн кӑшкӑрса, Золотухина таҫта айккинелле чышса вӑркӑнтарчӗ те, йӑлт чӗтӗреве ӳкнӗскер, виле пӳлӗмӗнчен сирпӗнсе тухрӗ. Хӗр ку ҫырӑва ҫула май каякан ҫынтан, хӑйсен полкне пырса тухнӑ майортан, ҫар корреспондентӗнчен парса яни ҫинчен ҫырнӑ. — Ну, ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ, маэстро? — Сана мӗн вара? Унтан темле шыв ӗҫрӗм. — Ан кӳренӗр мана, манӑн чӗлхе усал. Ҫар начальникӗсем час-часах, салтаксем пекех, ним пӗлменскерсем пулнӑ. «Сечьшӑн!» терӗ Тарас, аллине пуҫран нумай ҫӳле йӑтса. Варламов ватӑ иккен. — Чӑнах та, Натанаил отче, галерейсем тӑрӑх ҫӗрле темле чун сӗтӗрӗнсе ҫӳрет. Тыткӑна лекнисене ҫавӑнта, Пӑши вӑрманӗ хыҫнелле, ҫывӑхри полустанок патнелле хӑваласа каяҫҫӗ пулас. Тӗпӗ-тымарӗпе кӑкласа тухнӑ тӗмесем шывпа пӗрле ҫавӑрӑнса пыраҫҫӗ. — Мӗнле вӑлтана? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Давыдов, Щукарь калавне тимлесех итлесе пыраканскер. Тепӗр икӗ эрнерен эпӗ сирӗн пата хамӑн ҫынна ярӑп, мӗншӗн тесен мана хама, мундир тӑхӑнса ҫӳрекен ҫынна, сирӗн пата пыма йывӑртарах. — Эпӗ сана тӑванусем патӗнче хӑварасшӑн та марччӗ ҫав, — терӗ Монтанелли ҫемҫе сассипе. Пушкинӑн пӗр юмахӗнче Елисей королевич ҫил пирки ҫакӑн пек чӗнсе каланӑ: Вӑйлӑ ҫил, эс пит патвар,Ҫӳлте пӗлӗт юхтаран,Тинӗсе те хумхатан,Ирӗкре вӗҫсе ҫӳрен,Шикленместӗн нимӗнрен… — Шӑпах ҫав: «ҫын пулнӑ». Европӑри патша ҫурчӗсенче пӗрремӗш е тӗп министр мӗнле вырӑн йышӑнса тӑрать. Анчах -халь унта кайма май килмест пулмалла. — Сире тата? — Эпӗ ӑна тахҫанах пӗлнӗ, — терӗ вӑл шӑппӑн. Эпӗ айӑплӑ мар. Арӑмӗ вара, эрешмен карти евӗрлӗ ҫинҫе те шурӑрах ҫӳҫлӗскер (ӑна вӑл, кӑлкантан тунӑ кӑшӑл лартнӑ пек, пуҫӗ тавра ҫавӑрса хунӑ), телейлӗ хӗрӗнне аса илтерекен тӗксӗм-кӑвакрах куҫлӑскер, вӑраха янӑ полиневрит чирӗ аптратнипе пит-куҫне пӗркелентере-пӗркелентере илет, татти-сыпписӗр пирус мӑкӑрлантарать. Ҫыннисем колхозран тухнӑ, анчах вӗсене выльӑхне те, инструментне те тавӑрса памаҫҫӗ. — Куратӑн-ҫке, ачу пире хӑнӑхнӑ, ав йӗрет… — Пӗлместӗп… Вӗсем хыҫҫӑн эпир те тӗрли тӗрлӗ сасӑпа юрлама пуҫларӑмӑр, стакансене шаккарӑмӑр, тем кӑшкӑрашрӑмӑр, эрехе мухтарӑмӑр, пылак та хӑватлӑ эрехе пӗр-пӗринпе алӑ урлӑ шаккаса е унсӑрах ӗҫрӗмӗр. Халь ӗнтӗ кунта хамӑрӑннисем пулма кирлӗ-ҫке? Хӑй чӗринче нимрен те хӑрамалли ҫук тесе, темле шанчӑк ӳснӗрен мар, ҫавна ӑнланса илме кирлине туйнӑран ҫеҫ, унӑн каллех чӗлхи уҫӑлнӑ. Инҫетрех те мар пӗр пӗчӗкҫеҫ правур хӗрача чӑхӑмӑҫ качакине мӑйракинчен ярса тытнӑ та ятлаҫа-ятлаҫа сӗтӗрсе пырать. Вӗсем вара шӑрчӑксем сасартӑк чӗриклетме чарӑннине те, кайӑк сасси лӑпланнине те, грави сапнӑ ҫул ҫинче такам ура сассийӗ илтӗнсе кайнине те сисмерӗҫ. — Лектор ӗҫӗ мӗнле пек сана? — Нихӑҫан та тавӑрӑнас ҫук! Эпир нихӑҫан та урӑх ӑна чӗррине те, виллине те курас ҫук. Мӗскӗн ухмаха ернӗ иккен. Эпӗ майлантӑм та «гостинӑйне» кӗтӗм. Ҫав самантрах пуҫ тӑрринче хӑватлӑн кӗрлени илтӗнсе каять, вӑл, пӗтӗрӗннӗ пек, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, анлӑран анлӑ сарӑлса вӑйланнӑҫемӗн вӑйланать, унтан хӑлхана хупласа лартасла шартлатать те, ирӗксӗрех чӗтресе илетӗн, сывлама тӑхтаса таратӑн. Вӑл, унччен комсомол организаторӗ пулнӑскер, каллех ҫивӗчленсе кайрӗ, лагерьте вӗренсе ҫитнӗскер, вӑл бургомистрсемпе полицейскисене уйрӑм паллӑсем тӑрӑх лайӑх чухласа илме пуҫларӗ; ҫав паллӑсем халӗ хӑйсене пусмӑрлӑхра пурӑннӑ ҫынсем вырӑнне хуракан мӗнпур йӗрӗнчӗксене пур чун-чӗререн тулаштараҫҫӗ. Халӑха ҫӗклес пулать. Малалла эпӗ ӑна Сайлас тетене мӗн каланинех каларӑм, вӑл вара пире каҫаратӑп терӗ, арҫын ача-пӑчаран урӑххине мӗн кӗтӗн, вӗсем пурте ҫавнашкал алхасма юратаҫҫӗ, юрать-ха, питӗ пысӑк инкекех пулман, ытлашши пӑшӑрханма кирлӗ мар, пулнӑ-иртнӗ, тав турра, хӑйсем тӗрӗс-тӗкел, чӗрӗ-сывӑ юлнӑ, ниҫта та ҫухалман терӗ. Вӑл порта, нимӗҫсен докӗсене каять те, мӗнле те пулин пӑрахут капитанне ӑна хӑйпе пӗрле илсе кайма ӳкӗте кӗртет, вӑл хӗрхенсе кӗртсе ярас пулсан вара, ыйткаласа та, ҫуран та пулин Германи урлӑ каҫать, тӑван Липинцине ҫитет. — Кам шуйттанӗ пӗлет вӗсене! Берсенев алӑк урати урлӑ каҫсанах, Инсаров ӑна хирӗҫ утса пычӗ; анчах: «э, эсир-ҫке ку» е «ах, турӑҫӑм, мӗнле майпа?» тесе кӑшкӑрмарӗ, «сывлӑх сунатӑп!» тесе те каламарӗ, унӑн аллине ҫеҫ тытса чӑмӑртарӗ те пӳлӗмри пӗртен-пӗр пукан патне ҫавӑтса кайрӗ. Кӗтессин терчӗ-асапӗ пуҫланчӗ. Амӑшӗ ун патне пычӗ те, пӗшкӗнсе, ӑна пуҫӗнчен ачашларӗ. Салтаксем окоп патне вырнаҫса ларчӗҫ. Арҫын ачине-и? Пӗри пуҫне мӑйкӑча чикет, тепри такам таврашне, еркӗнне качча илет, — мӗн-ха ӗнтӗ ку? — Гусев марсиансен авса тунӑ савӑчӗн пӑккине шӑлӗпе туртса кӑларчӗ те шӗвеке чӗлхипе тӗрӗслерӗ, сурса хучӗ. — Вӑл санӑн хӑйматлӑх аҫу. Чупту та унӑн аллине, вӑл сана пиллетӗр» … — тет. Володя хускалса илчӗ. Калаҫма юратакан лавҫӑ, тӗпри ырхан лашине пушӑ аврипе ҫапса илчӗ те, лав ҫинче ларса пыракансем еннелле ҫавӑрӑнса, калама пуҫларӗ: — Кам пӗлет ӑна, ҫав комсомолсем пирӗн ӑҫтан тухса кайнине. — Эс хӑвӑн ҫинчен авӑр… Тӗрӗссипе каласан, унра вӑл искусствӑна тата унӑн формисене мар (симфонисемпе сонатӑсем ҫеҫ мар, оперӑсем те ӑна кичемлентернӗ), унӑн стихийине: паллӑ мар та чуна килентерекен; тӗлсӗр те чӗрере шӑранакан сасӑсене, йӑлтах хӑй енне ҫавӑракан туйӑмсене юратать. Мана ӗшенӳ хуптӗрлерӗ. Ку пӗтӗмпех Санин хӑй пӗртте начар пулманнинчен килчӗ!.. Офицер, вӑл йӑнӑшрӗ пулӗ тесе, ӑнлантарма тытӑнчӗ. Ӗлӗкхи вӑхӑтра Хӗвел тӗттӗмленни халӑха Уйӑх тӗттӗмленнинчен те ытларах хӑратнӑ: Хӗвел тӳпере яланлӑхах пӗтсе ларсан, вилӗм ҫывхарассине халӑх ӑнланнӑ. Юпасен хальчченхи вырӑнӗнче паллӑ юлнӑ вӗт-ха? — Паян чӑнах та питӗ савӑк вӗт? — терӗм эпӗ шӑппӑн чӗтревлӗ сасӑпа, мӗн каласа янинчен ытларах мӗн калама шутланинчен хӑранипе хӑвӑртрах утма пуҫларӑм. Вӑл йыттине йыхӑрса илчӗ, курокӗсене вӗҫертрӗ, пулькисене етре ҫине хучӗ те, вӑрӑмтунасенчен черкеска ҫаннисемпе ҫапкаланса, ӗнерхи вырӑн патнелле хуллен утрӗ. Хура Йытӑ, ҫул ҫине ыткӑнса тухнӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн суранне пӑхмасӑрах, тӗлӗнмелле хытӑ тарчӗ, тепӗр ҫур минутран сӑрт хыҫӗнче ҫухалчӗ. Анчах кунта ӗҫ йӑлтах тӗтреле хупланать те, вара малалла мӗн пулса иртни пӗрре те паллӑ мар. — Ҫитӗ вӑхӑт, вара эпир вӗсен сӑмсисене пӑрса хурӑпӑр, анчах ҫав вӑхӑтчен эпӗ ку доктора, унӑн аттине ромпа ҫуса тасатмалла пулсан та, хисеплесе таратӑп, — терӗ вӑл. Ун вырӑнне мӗн чухлӗ тӗлӗнмелли япаласемпе ҫанталӑкӑн миҫе тӗрлӗ вӑйӗсене курма тӳр килчӗ вӗсене ҫак ҫул ҫинче! — Хам та лайӑххӑн пӗлместӗп! — терӗ Озеров. Эпир Эмми Лоренспа… Бекки Тэчерӗн чарса пӑрахнӑ куҫӗ Тома йӑнӑш туса хуни ҫинчен пӗлтерчӗ, ҫавӑнпа вӑл именсе чарӑнса тӑчӗ. О!.. Вӑл шлемсӑр та, хӗҫсӗр те. Иван Иваныч тухтӑр патне ҫыратӑп Катьӑна ҫиленетеп эпӗ, мӗншӗн тесен Мускавран тухса каяс умӗн манӑн унпа сывпуллашас кӑмӑл пурччӗ, ҫавӑнпа эпӗ ун патне ҫыру ҫырнӑччӗ. Сывалтӑн-и? Шӑрш саракан яштака хура кипариссем, шухӑша кайса кӳреннӗ пек, хӑйсен шӗвӗр тӑррисене таяҫҫӗ. Хӗрлӗ хӗвел пӗр самантлӑха пӗлӗтсем хушшинчен тухрӗ те юлашки пайӑркисемпе ҫырма тӑрӑх, хӑмӑшсем ҫийӗпе, кордон тӑрри ҫине тата кӗпӗрленсе тӑракан казаксем ҫине савӑнӑҫлӑн йӑлтӑртатса пӑхса илчӗ. Казаксем хушшинче тӑракан Лукашкӑн хаваслӑ сӑн-сӑпачӗ ирӗксӗрех Оленина хӑй ҫине ҫаврӑнтарса пӑхтарчӗ. Уҫӑлнӑ алӑкран темӗнле ҫын тухнӑ. Озеров майор бинокль илсе пӑхрӗ. Сан пуҫу тӗлнех хӳрине сарса пӗри пырса ларать, унтан тепри, тепри… Акӑ халӗ те вӑл, ҫара чавсисене вылятса, тӗкӗр умӗнче питне мазь сӗрсе ларать; кӗпи айӗнче кӑкӑр чӑмӑрккисем йывӑррӑн хускалкалаҫҫӗ. Шӑп-шӑпӑрт. Вара, пынӑ ҫӗртех ҫӳҫне-пуҫне якаткаласа, кӗрешнӗ вӑхӑтра сӗвӗнсе пынӑ тутрине тӳрлеткелесе, тараса патнелле утрӗ. Анчах та лешӗ кабинет-ҫке-ха, ку — ҫывӑрмалли пӳлӗм. — Мӗн калӗ Флоринда? Унтан кӑшт шухӑшласа татах сӑмах хушрӗ: — Шел мӗскӗне!.. шуйттан хушнӑ-и ӑна ҫӗрле ӳсӗр ҫынпа калаҫма!.. Вӑл сайра хутра ҫеҫ амӑшӗнчен уйрӑлса ҫӳрерӗ, амӑшӗ те, темле инкек пуласран хӑраса ҫеҫ тӑраканскер, вӑл пӗччен ҫӳренине ырламарӗ. Унӑн тӗлӗкӗсем — интереслӗ мар, вӗсем пурӑнӑҫра пулса иртекен ӗҫсем пекех кичем те киревсӗр, ҫавӑнпа та эпӗ ӑнланаймастӑп: мӗншӗн-ха вӑл хӑйӗн тӗлӗкӗсене хаваслансах каласа парать, анчах хӑйӗн йӗри-тавра пулса иртнисем ҫинчен калаҫма юратмасть? — А эпӗ сире калатӑп: кунта офицерсем хутшӑнман, тетӗп. Ярмаркине уҫман, ярмарка ҫук, вӗсем мана ярмаркӑна илсе килеҫҫӗ! Вӑл демократиллӗ ирӗксем пурри ҫинчен пӗлтерет кӑна мар, вӑл вӗсене, саккунланӑ йӗрке тӑрӑх кирлӗ пурлӑхлӑ хатӗрсем парса, пурнӑҫа кӗртет. — Чун? — терӗ Джемма тепӗр хут, ҫаван пекех чарӑнса тата Пӑван ҫине тӗлӗнсе пӑхса. Чӗрӗ вӑр-варлӑхӗ майӗпенех пӗтсе пычӗ; пӗр-пӗр улах кӗтесе кайса вырнаҫатчӗ те, вара сехечӗ-сехечӗпе сӑн-питӗнчи пӗр йӗре те хускантармасӑр, темле пит тимлӗн тӑнласа итленӗн, лӑпкӑн ларатчӗ. — Ман шутпа, кашни ҫынах хӑйне хӑй юратать, тата этем кирек мӗн тутӑр, — пурне те хӑйне хӑй юратнине пула тӑвать. — Арестлесен те — пысӑк хурлӑхах мар. Эпӗ сире хамӑн запискӑна пама пултаратӑп, паллашса тухӑр, ӑна — Российӑра выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫ мӗнле тӑнине тата аш-какай мӗн чул пӗтернине хам тӗпчесе пӗлни тӑрӑх ҫырнӑ. Ҫӗрле хӑш чухне килкелесе кайӑпӑр эпир. Авланнӑ пулсан, хӑвӑн ӳплӳ патӗнче хуҫа пулса лар, салтак вӑл — хӑй пурӑнӑҫӗн хуҫи мар. Чаплӑ ӗҫ! ӳкерчӗк тумалли пирне малтан йӑлтах белилӑпа сӑрланӑ пулмалла. — Кӗпе-тумтир илмелли бланка. Ку мӗнрен пулнине эпӗ часах ӑнкарса илтӗм, пуҫ хыта ыратнипе минӗресе халсӑрланнӑскер, диван ҫинче пайтах выртрӑм, ҫав хушӑра хам Бостонжоглон табак хучӗ ҫумӗнчи гербӗ, урайӗнче выртакан чӗлӗмпе табак кӗлӗ, пылак кукӑльсен юлашки татӑкӗсем ҫине тӑрлавсӑррӑн пӑхрӑм, ӗмӗт татӑлнӑн ҫапла шухӑшларӑм: «Эхер ыттисем пек табак туртма пултараймастӑп пулсан, эпӗ ҫитӗнсех ҫитеймен ахӑр; чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пурне хушшинче тытма, тӗтӗме ӑша ҫӑтма, унтан сарӑ мӑйӑх витӗр вӗрсе кӑларма мана пӳрмен пулас». Ҫак икӗ талӑк хушшинче Воропаев пӗр сехет те ҫывӑрмарӗ: сасси хӑйӑлтатса тухакан пулчӗ, куҫӗсем путса кӗчӗҫ, хӑй енчен енне сулланкалать. Тусем ҫинче пеме тытӑнсан, хаяр ҫапӑҫу хускалнине пӗлсенех сехӗрленсе ӳкнӗ хулари халӑх Копривштицӑна тарма тытӑнчӗ. Ман пата кирек хӑҫан та эсир карттусӑра кӑна тӑхӑнса килӗр», — терӗм эпӗ. Анчах вӑл инкек пулман! Чылайччен махорка мӑкӑрлантарса ларчӗ вӑл. Ырӑ сунса хӑтланас йӗрке пӗтсессӗн, эпӗ урӑх кӗпе-йӗм тӑхӑнтӑм, карташнелле тухса тартӑм та ҫав хӗл пит нумай ҫунӑ хулӑм, йывӑр юра сарай тӑрри ҫинчен тӑкма улӑхса карӑм. Тундра хӑвин, ярӑн, тӗтӗмӗ чӗрӗ хыр тӗтӗмне аса илтерекенскер, кӑвайтӑ ҫинче йӑсӑрланса тӑрать, анчах та кирлех мана вӑл тӗтӗм — маншӑн ӑшӑ пултӑр. Анчах эпӗ шпион мар, хам начар пурӑнатӑп пулсан та ун пекки пулма тӑрӑшмастӑп. Сан-Лоренцӑна юланутпа кайӑп. Ҫавӑн пек кайсан хӑрушӑсӑртарах пулӗ. «Вӗсемпе пӳлӗмре хӑтлӑрах та кӑмӑллӑрах пек туйӑнать», — терӗ те король тивме хушмарӗ. Дымова тахҫантанпах курайманскер, Егорушка сывлӑшра сасартӑк чӑтма ҫук пӑчӑ пулса ларнине, вут хӗлхемӗ унӑн питне мӗнле пӗҫертнине туйса илчӗ: унӑн хӑвӑртрах тӗттӗм ҫӗре, лавсем тӑракан еннелле, тарса каясси килчӗ, анчах ашкӑнчӑкӑн хаяр та тунсӑхлӑ куҫӗсем ӑна хӑйсем патнеллех туртрӗҫ. Каласа параймӑп эпӗ сана куна… Атте тепӗр ҫырана каҫиччен эпӗ ирӗке тухма та ӗлкӗртӗм; юханшыв ҫинче, таҫта аякра-аякра, кимӗпе сулӑ пӑнчӑ евӗр ҫеҫ курӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Купец ашкӑнӑвӗ — яланах тыткӑнти тискер кайӑкӑн бунчӗ пулса тӑрать. Кунта пысӑк планетӑсене кӑна асӑннӑ. Пиччӗшӗ ӑна ку укҫана пачӗ, анчах асӑрхаттарчӗ ӑна, апла юрамасть, укҫа ҫук чух, а эсӗ преферансла вылятӑн, терӗ вӑл ӑна. Ҫакӑн ҫинчен тӳрех калаймастӑп — намӑс; вуларӑм тесе суйса кӗнекисене каялла парас килмест. Пире хуҫа чӗнчӗ. Разведка тӑвакан самолёт ӑна вымпел пӑрахса панӑ. Ҫав-ҫав тӗлте пите пысӑк базовӑй аэродром пур, тенӗ. Манӑн хама пурне те паллаттарас, юраттарас килет. Аэлита, яланхи пекех, вӑл, Лось, кӗтнинчен чипертереххӗн те чаплӑраххӑн кӗрсе тӑрать, ҫӳлти ҫап-ҫутӑ чӳречесен айӗн утса иртет, тӗкӗр урай тӑрӑх унӑн хура кӗпи вӗлкӗшсе куҫать. Анчах хал ҫитереймӗр, ҫаплипех ирттерсе ярӑр… Куҫӗсем вара, чи-чи тӗттӗм ахах пекех, ҫуллахи уйӑхсӑр каҫӑн тӳпи пекех, сӗм-тӗттӗм пулнӑ патшан, сӑннисене ҫӳлелле те аялалла тӗллеттернӗ хӑрпӑкӗсем хура ҫӑлтӑрсем таврашӗнчи хура пайӑркасем евӗр курӑннӑ. Ҫывӑхра хӑйсем усӑ курма пултаракан шыв пуррипе ҫуккине пӗлес пулать. Этеме чиксе пӑрахма чӗрҫитти ҫакса ҫанӑсене тавӑрса тухаҫҫӗ-и вара? — Хаклӑ Нагульнов юлташ, каҫхи хӑнам, тӗттӗмре кунта… Аптӑраса кайнӑ Гленарван, ним тӑвайман енне аллисене лутӑркаса, халсӑрланса ҫӗр ҫине ҫӗкленчӗ. Ку хыпар хам ӑна тахҫан пӗррехинче пӗлтернинчен те хурлӑхлӑрах: тӗлӗнмелле, шӑпа мана яланах вӗсен хушшинчи виҫҫӗмӗш ҫын тӑвать!» Унӑн чӗрине шанчӑк килсе кӗнӗ: «Гасиенда ҫинелле пӑхнӑ чух, Морис ман ҫинчен шухӑшлать пулӗ тен», тенӗ вӑл. Халӗ манӑн блокгауза таврӑнасси ҫеҫ юлчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ман пуҫра ҫӗнӗ план тухса тӑчӗ, эпӗ уншӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пултӑм, тен нимӗнле капитан Смоллетт та мана вӑл плана пӑрахтарма пултараймастчӗ пулӗ. Уйрӑлас умӗн пурте пӗр ҫур минут пек чӗнмесӗр ларчӗҫ. — Э, шӑллӑм килчӗ-ҫке, — терӗ те Ровоама хаджи, ларнӑ ҫӗртен тӑрса, Юрдан Диамандиев патнелле утрӗ. — Пахалӑхне тӗрӗслес тетӗн-и, Нестеренко юлташ? Ӗмӗр пурӑнать. — Ку ҫапах те авалхи исландецсен чӗлхи пулмалла, тесе сухалӗ витӗр мӑкӑртатса ларчӗ ман пичче. «Ухмаха ернӗ эсӗ!.. — тенӗ ҫакна пӗр юлташ — Халех каялла илсе тухса кай!» — Мӗн вара? — ыйтрӗ вӑл юлашкинчен. Швейцарие яма килӗшменнин чӑн-чӑн сӑлтавне пӗлмен Артуршӑн ку ҫав тери киревсӗр япала пек туйӑнма пултарнӑ, вӑл ӑна урӑх тӗн тытнӑшӑн тата ытти халӑх ҫынни пулнӑшӑн курайманни вырӑнне шутланнӑ пулӗччӗ. Ара, пирӗн отделени начальникӗ, хӑй таҫта университетра вӗреннӗ тесе калаҫать пулсан та, кун пек ҫырма пултарас ҫук. Вӑл утнӑ ҫӗртех сулкалана-сулкалана пычӗ. Рыбин Софьйӑпа паллаштарсан, вӑл унран:— Эсир кӗнекесем илсе килнӗ тенине илтрӗм эпӗ? — тесе ыйтрӗ. Давыдов райкома юланутпа ятарласа ҫын ячӗ, халлӗхе колхоза вӑтӑр икӗ процент кӑна пӗрлештертӗмӗр-ха, анчах колхоза кӗртес ӗҫ ударлӑ хӑвӑртлӑхпа пырать, тесе пӗлтерчӗ. Ӑна тунӑ чухне вара шыв системине, тӗрлӗ вырӑнсен тӗрлӗ рельефне, уйрӑмлӑхсене, рассӑсен уйрӑмлӑхӗсене пӗрне те пӑхса тӑман. — Ку мӗнле хӗрарӑм вара? Компас кӑтартать: Ҫӗр вертикальпе — аялта. Вӗри хӗвел ним хӗрхенме пӗлмесӗр пӗҫертнӗ, вӗриленсе кайнӑ прери куҫа йӑмӑхтарнӑ. Капитан помощникӗ, Том Аустин, чылай пурӑннӑ моряк, тинӗс ҫинче мӗн тумаллисене ытарма ҫук аван пӗлсе тӑрать. Эсӗ, Paul, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл вырӑнӗнчен тӑнӑ май. — Мӗнле намӑс мар сана? Борт ҫинче пилӗк шӑтӑк тупрӗҫ; пӗри, малти пайӗнчи, питӗ пысӑк. Вӑтӑр орудирен ҫирӗммӗшӗ ванса пӗтнӗ. Тронӑн ҫӳлти пусми ҫинче чарӑнчӗ те ҫаплах майӗпен:— Ку мӗн? — тесе ыйтрӗ. Ҫавӑнпа та сиртен ӑна тытакана пӗр тӑхтамасӑрах хам патӑма илсе пыма хушса пӗлтерӳ пичетлесе кӑларма ыйтатӑп. Тинӗсри хӑрушсӑрлӑхсенчен пултаруллӑн пӑрӑнса кайнинченех эс мӗн хушнине тума пултарасса шанатӑп… Юргин курчӗ: унӑн ытла отделенийӗсем те ӗнте траншейӑна сике-сике тухрӗҫ, — пур ҫӗрте те каскӑсем вӗлтлетме пуҫларӗҫ. Мана хирӗҫех кабинета кӗмелли алӑк, эпӗ ҫав алӑкран Яков тата сӑхман тӑхӑннӑ сухаллӑ темле ҫынсем кӗрсе кайнине куртӑм. — Кам кӳрентерет вара сана ҫакнашкал? — ыйтрӗ Оленин, йӗри-тавралла ҫаврӑнса пӑхса. Вӗсенчен пӗри, Тюрмора священник пулнӑ Гран-Франкер ури ҫине тӑчӗ, сылтӑм аллинчи хӗҫне тата сулахай аллинчи хӗресне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те чаплӑн каларӗ: — Ашшӗн, ывӑлӗн, святой сывлӑшӗн ячӗпе! Ҫӗрӗпех вӑл хӑйне ҫывӑрнӑн тата йӑлӑхтармӑш ӳкерчӗксене сӑнанӑн туйрӗ, ҫурма манӑҫлӑхра шухӑшлать: «Еплерех харам курӑнусем». — Апла пулсан, — терӗм эпӗ картта ҫине пӑхса, — пирӗн пуҫ тӑрринче Шотланди ҫӗрӗн сӑртлӑ пайӗ выртать, пирӗн тӗлте шӑпах Грампианск тӑвӗсен чи ҫӳллӗ те юрлӑ тӑррисем капланса лараҫҫӗ. Хваттер укҫи те пулин, — пӳрчӗ халь-халь ишӗлсе анас пек — пурпӗрех ӳҫнӗҫемӗн ӳсет. Эпир Кораблев ҫинчен калаҫма тытӑнтӑмӑр, анчах та Валя лӑп та шӑп ҫак самантра тилӗ ҫурисене темле эмел памаллине аса илчӗ. (Зверков господин сӑмсине хытӑ шӑнкартрӗ те табак туртса илчӗ.) Айтуруй, тытӑнчӗ кравать айӗнче такам сысналла ҫухӑрма! Зарубин метеоролог та кӗтмен ҫӗртен тусем ҫинчен анчӗ. Вӑл ҫӳлӗ, типшӗм ҫын, тӗксӗм кӑвак тӗслӗ лутӑрканчӑк уссин вӗҫӗсене хӑрӑм тӗтӗрекен «шӑши куҫӗпе» ӗнтсе янӑ. — Эпӗ мар, аслӑ приказчик, — тесе ӑнлантарса пачӗ вӑл мана сиввӗн, — эпӗ ӑна пулӑшатӑп ҫеҫ. — Суятӑн, — терӗ вӑл йӗрӗнсе, Никонов пӑшӑлтатнине итлемесӗр. Вӗсем вӑйлӑ та чӑрсӑр, ҫав хушӑрах хӑравҫӑ та сӗмсӗр, киревсӗр те хаяр. Ҫаплах пулчӗ пулин те, Драко хӑйӗн пуҫӗ епле ыратнине палӑртасшӑн пулмарӗ, чӗрӗлсе каялла тухмашкӑн та килӗшмерӗ. — Манӑн сирӗнпе ун ҫинчен мар, эсир чӑнкӑ ту хӗррипе сиккипе пынӑ хыҫҫӑн мӗн пулни ҫинчен калаҫас килетчӗ. Платье арки айӗнчен пушмак пуҫӗсем курӑнаҫҫӗ; эпӗ ҫав пушмаксем умӗнче те пуҫӑма тайнӑ пулӑттӑм… Ҫакна шута илӗр: манӑн ял Советне кӗрсе тухмалла, командировка паллӑ тутарса, района каймалла. Эпир паллакан ҫынсем юлашки вӑхӑтра пурте улшӑнса кайнӑ: пурте лайӑхланнӑ, татах та ҫитӗннӗ пек курӑнаҫҫӗ; пӗр Павел Петрович анчах ырханланнӑ. Пӗтӗм юлашки вӑйне хурса, Давыдов тӑшманне аран-аран хытӑ ҫӗр ҫине тӗртсе кӑларчӗ, кунта вара ӑмӑрту пӗтрӗ те: ӳкессе вӗсем пӗрле ӳкрӗҫ, анчах ӳкнӗ чухне Давыдова Нестеренкӑна ҫавӑрса яма май килсе тухрӗ те, вӑл ҫиеле пулчӗ. Огарнова мӗнпур лайӑх ҫынсем кӗске ӗмӗрлӗ те телейсӗр пулни ҫинчен тата ҫителӗклӗ таран пӑхайманнипе Воропаев часах вилсе кайма пултарасси ҫинчен шухӑшласа пырать, мӗншӗн тесен, унӑн упӑшки Виктор каланӑ тӑрӑх, «ҫак ӗҫе пула, полковник часах вырӑн ҫине выртма пултарать». Джонни ҫак сӑмахсене пӗтӗмпех итлесе тӑрать те хӑй нимӗн те ӑнланаймасть. Каяс-ха, хутмалла ӗнтӗ», — хушса хурать вӑл. Манра вара малтанхи пекех икӗ япала кӗрешет: пӗр енчен вӑл мана асап кӑтартнӑшӑн тарӑхатӑп, тепӗр енчен вӑл мӗн те пулин туса хуман-ши тесе канӑҫа ҫухататӑп. Эпӗ пулсан, ҫӳремелле те ҫӳремелле ирӗкре. Берсенев вара каллех хӑй профессор ятне илме шухӑшлани ҫинчен тата пулас ӗҫӗсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Ӑна урамра хирӗҫ пулсан, ҫынсем ирӗксӗрех хӑраса тӑнӑ. Давыдов Молчунӑн сахал сӑмахлӑ заявленине ҫавӑркаласа тӑчӗ-тӑчӗ те кӑштах тӗлӗнсе, кӑмӑлсӑр сасӑпа:— Мӗнле-ха эсӗ капла, э? — тесе ыйтрӗ. — Эп ун ҫине утланса ҫӳретӗп. — «Чӑнах та!» — терӗм те эпӗ, вара лашасене эпир мӗн пур вӑйпа чуптартӑмӑр. (Паллах, йытӑсем те кулма пултараҫҫӗ, тепӗр чухне тата питӗ кӑмӑллӑн кулаҫҫӗ.) Кӗрхи ҫӗртме тунӑ ҫӗр ҫине эсӗ хӑвӑн вӑрлӑхна пӗр хӑвна валли ҫеҫ акса хӑварӑн… — Ҫук, ҫук, тусӑм, благороди мар-ха, кӗпер ҫинче тӑрса ху мӗн тунине каласа пар. Хаваслӑн пуплекелесе кактус тӗмӗсен хушшипех пыраҫҫӗ, тепӗр чухне вӗсен урлӑ вӑрӑммӑн, ҫӑмӑллӑн сике-сике каҫаҫҫӗ. — Партие эпӗ татах та кирлӗ пулӑп-ха… «Фи! — тейӗҫ вӗсем. Кунта шӑрӑх. Том ӑна хӑвӑртрах ирттерсе яма васкаса ҫапла каларӗ:— Гекӑн укҫа пур. — Йӑлтах шуратрӑм, мӑнакка. Мана чӗнсе илетчӗ те: «Туман, — тетчӗ, — мана ыран чӗрӗ стерлядь пулӑ кирлӗ: кала, тупса хатӗрлетчӗр, илтрӗн-и?» Глюмдальклич ӑна сӑмса тутрипе чӗркесе кӗсйине чикрӗ. Мӗншӗн пӗлмелле мар вара унӑн мӗнле те пулин курӑка, май-меслете, вӗрӳ-сурӑва?.. Ҫавӑн пек ӗнтӗ Индж форчӗ. — Унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫинче выртакан аллисем чӑмӑртанчӗҫ. — Илчӗ. Каҫ пулса ҫитнӗ. «Пилигрим» ҫинче икӗ моряк ҫеҫ юлчӗ: кӗҫӗн матрос Дик Сэндпа карап поварӗ Негоро. — Ҫусӑр та аптрамӑпӑр, — тетӗп эпӗ. Унтан вара ӳсӗрпе кӑшкӑра-кӑшкӑра янисем, юрлама пуҫланисем, тискеррӗн ахӑлтатса кулни тата хӗрлӗ ӳтлӗ индеецсемпе пуҫсӑр юланут ҫинчен ним ҫыхӑнусӑр калаҫнисем пӗр-пӗринпе ылмашса пычӗҫ. Каласа-амӑр! Пӗрре, ҫапла, ҫӗрле, хутор тӑрӑх утса пыраттӑм, Донецковсен пӳрчӗ тӗлӗнче мана хирӗҫ каллех вӑкӑр пыра парать. Анчах йӑлӑмра никам та курӑнмарӗ, Огнянов чӑтӑм вӗҫне тухрӗ. Лере, кипариссем хушшинче, кедрсенчен пулнӑ виткӗҫ айӗнче, симӗс курӑклӑ вырӑн ҫинче эс мана парӑнсан, хама ҫак териех савӑк курса тӑнӑшӑн, пӗтӗм чӗремренех тав турӑм вара эпӗ турра. — Ӗҫлет… Пурнӑҫпа йӑла ыйтӑвӗсенче эпӗ санпа килӗшместӗп. — Кунта пӗр шуйттан ачи ларать. — Чуну ыратать санӑн, Николай! — терӗ хохол хуллен, ачашшӑн, унпа юнашар ларса. Вӗсенчен пӗринче — типнӗ бассейн, унта вилӗ эрешмен выртать. — Мӗнле каларӑр-ха эсир?.. — Кунта пурте пур: Кара-Тете валли хӑварнӑ апат та, шыв та, ҫӗр айӗнчен тухакан вут та пур! Вӑл ҫакӑн пек карапсенчен пӗрне тӗл пуласса шанчӗ, хӑйӗн пассажирӗсене унпа лартса яма е унран темиҫе матроса, тен, офицера та, ыйтса илме ҫирӗп шухӑш тытрӗ. Ман пата Решетиловӑри пӗр килӗллӗ ҫынсем пыраҫҫӗ те калаҫҫӗ: «Пирӗн хута кӗр, тӑванӑм», — теҫҫӗ. — Ан пар, — терӗ Петр татӑклӑн. Спайдер Хэджерти ӑна канашсем панӑ, анчах Ривэра вӑл канашсем нимене те юрӑхлӑ маррине пӗлнӗ. Ку мӗнле пек туйӑнать сире? — Мӗскӗн Риварес комитетӑн ӗнерхи ларӑвӗнче вулама панӑ тепӗр ӑссӑр япала. — Эпӗ, сэр, ку ӗҫе чӑсассишӗн мӗнпур вӑйпа тӑрӑшӑп, — терӗ Сильвер. Малашнехи ҫинчен аманнӑ ҫын халь шухӑшламан — ывӑнса ҫитни кансӗрленӗ. — Ой, каҫарӑр, калаҫнипе мансах кайнӑ! Нимӗҫ танкӗсене хирӗҫ вӗсем тӳрӗ наводкӑпа пеме тытӑннӑ. «Ил хӑв бригадуна учительница-комсомолкӑна. Пирӗнпе Епифановсем хушшинче тахҫантанпах темле ҫӗршӗн тавлашу пынӑ. Гленарвана хӑлхана ҫӗмӗрсе кӗмсӗртетнӗ сас вӑратрӗ. Хӑйсен ҫимӗҫӗсемпе йывӑрланнӑ турачӗсене ҫӗрелле усӑнтарса, йывӑҫсем хытнӑ пек лараҫҫӗ, шанакан чечек ҫыххисем пек, вӗсем хӗвелпе хӗртнӗ чӗр утӑ шӑрши кӑлараҫҫӗ. Том алӑк патне пычӗ те хӑлӑпне хуллен хӑпартма пуҫларӗ, унтан алӑка кӑшт тӗртрӗ; алӑк чериклӗтсе илчӗ, Том татах тӗртрӗ, алӑк чӗриклетмессерен вӑл шартах сике-сике илчӗ. Юлашкинчен, упаленсе кӗрсе каймашкӑн чылай сарлака хушӑ пулса тӑчӗ, Том пуҫне чикрӗ те упаленсе кӗме пуҫларӗ. Ну, ку ытла хӑрушӑ япалах мар-ха! Ҫакнашкал айванла ыйту панипе Бойко-Глухов савӑнчӗ, унӑн тӑртанчӑк пит ҫӑмартинче каллех путӑк палӑрчӗ: — Чӑн-чӑн хуҫана тӳрех пӗлме пулать! Механизмӗ ансат. Сирӗн ҫӗн ҫул ячӗпе саламласа ҫырнӑ ҫырӑва вӑтӑр пиллӗкмӗш ҫын алли урлӑ илтӗм. — Виҫҫӗ! — терӗ капитан тепӗр хут. — Анчах та ӗненместӗп! Ҫук, тӑрӑхсем ытлашши сарлака; пӑвса илеймӗ, йӑлӑ тӑвас пулать вӗт-ха. Санин: уйрӑлу вӑхӑтлӑха ҫеҫ пулӗ, тен вӑл пачах та пулмӗ тесе васкасах асӑрхаттарса илчӗ. Ӗҫсем начар! Унтан вара ӳсӗрскере шутсӑр хыттӑн хӗнеме тытӑнатчӗ, ҫав тери хытӑ хӗнетчӗ: харпӑр хӑй хушшинче килӗштермесӗр ҫапӑҫнисене пӑхса тӑмалли япала вырӑнне ҫеҫ хуракан мастерсем ҫав ҫапӑҫнӑ ҫӗре хутшӑнатчӗҫ те юлташсене пӗр-пӗринчен уйӑратчӗҫ. — Мӗншӗн? Халӗ ак Огнянова тытасса канӑҫлӑнах пӑхса тӑрать ӗнтӗ. — Анчах мӗн интереслентерме пултартӑр-ха сире, Марья Николаевна?.. Вӑл тинӗс хӗрринче пӗр лаптӑк ҫӗре йышӑнса илсенех акӑлчансем кунта килсе ҫитнӗ пулӗччӗҫ. Полли мӑнаккӑшӗ, Мэри тата Гарперсем хӑйсен вилӗмрен чӗрӗлнӗ юратнӑ ачисене сырса илчӗҫ: вӗсене хытӑ чуптурӗҫ, вӗсем ҫӑлӑннӑшӑн турра тав турӗҫ. Мӗскӗн Гек хӑйне ҫавӑн чухлӗ ҫын чалӑшшӑн пӑхнинчен ниҫта кайса кӗме пӗлмерӗ, нимӗн тума аптраса, вӑтанса тӑчӗ. Вӑл йӗри-тавралла пӑхкаларӗ. — Унтан вӑл, аван мар кулӑпа кулса ярса: — Ну, ҫитӗ ӑҫтиҫука калаҫма… лар сӗтел хушшине!.. — тесе вӗҫленӗ хӑйӗн сӑмахне. …Тепӗр ирхине Фомапа Саша Устьери пристань патнелле ҫывӑхаракан пӑрахутӑн трапӗ ҫинче юнашар тӑнӑ. — Ӑҫта ҫыпҫӑнас чунӑмпа? Пӑсӑлнӑ саслӑ илемсӗр хӗр куракансене хӑй аллине ҫавӑрса илме, хӑйне пӑхӑнтарма пуҫларӗ. — Эпӗ тытӑҫу тӗлӗнмелле пулнӑ пирки хирӗҫ мар, анчах сире малтанах асӑрхаттарас тетӗп: эпӗ чӑннипех ҫапӑҫма шутлатӑп. — Ҫапла, эсӗ, паллах, тӗрӗс калатӑн, ачам, — хурлӑхлӑн тавӑрчӗ Уэлдон миссис. Ун ҫинчен вӑл Павелтан тӳрех ыйтма вӑтаннӑ, анчах ун пӗлесех килнӗ. Ҫунатлӑ галерӑсен картисем тӳрем ҫийӗн вӗҫсе ҫаврӑнчӗҫ, акӑ пайланчӗҫ те урамсем ҫийӗн, тӑрӑсем ҫийӗн ишеҫҫӗ. Весовщиков унпа килӗшмесӗр пуҫне сулса илчӗ. Час мар! Хӑвӑр мар тунӑ-им вара ҫав пурнӑҫа? — Мӗн эсӗ? Хытӑ хӗненипе икӗ йӗлтӗрне те хуҫса пӗтерчӗ. Ҫара кайман арҫынсем пурччӗ те, нимӗҫсем килсен, пурте партизансем патне кайса пӗтрӗҫ, вара эп, хам ҫылӑхлӑ пирки, тӑр пӗччен хӗрарӑмсен командирӗ пулса юлтӑм. Сурӑх кӗтӗвӗнчи качака таки пек… Ҫав куна кӗтсе кичемленни ниме те кансӗрлемест. Халӗ те вӑл улӑм ҫинче ҫапла пӑхса ларатчӗ. Чӗререн савнӑ ҫыннӑмсем, — пирӗн ҫамрӑк юнӑмӑр пӗтӗм халӑхшӑн, пӗтӗм тӗнчешӗн ҫӗкленчӗ вӗт, пӗтӗм ӗҫхалӑхӗшӗн кайрӗҫ вӗсем!.. — Именийӗ те унӑн мар, аннен; вунпилӗк чун пек астӑватӑп. Октябрӗн 20-мӗшӗнче «Попытка» Токо-Малу бухтине ҫитсе якӑр ҫине тӑнӑ. Ҫапах та Мак-Набсӑн тӑнне яракан тепӗр пӗчӗкҫӗ тупсӑм пур-ха: мӗншӗн-ха Паганель яланах пӗркенсе ҫӳрет, тӳмисене пурне те тӳмелет, галстукне чут ҫеҫ сӑмси ҫинчен ҫыхмасть, шарфне те чут ҫеҫ хӑлхи таран ҫыхса лартмасть? Саккӑрмӗш пӑтне марччӗ-и? Кӗпин ҫаннисемпе ҫурӑмӗ йӗпе, шӑлаварӗ пӗҫҫисем ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ, пуҫӗ ҫинчен шыв юхать… — Том, эпӗ ун ҫинчен шухӑшламарӑм та. — Печорин! — Ҫук, хӑрамастӑп! Килӗр ман пата. Эпӗ унӑн хушаматне пӗлет-ши тесе ыйтрӑм та, анчах старик ниҫтан асне илеймерӗ. Дик, юлташӗсен хӗҫпӑшал ытларах пултӑр тесе, ултӑ ҫӗҫӗ илчӗ тата тепӗр сиенсӗр пӑшала — пӗчӗк Джекӑн вылямалли пӑшалне те — манса хӑвармарӗ. Фабрикӑри пухура вӑл, трибуна карлӑкне чышкипе ҫапа-ҫапа, хӑйӗн тавра пухӑннӑ рабочисене поляк чӗлхипе хыттӑн, нихӑҫан парӑнми сӑмахсем каланӑ. Мучи васкамасӑр салтӑнчӗ. Вильсонпа Мюльреди кустӑрмасенчен тӗртеҫҫӗ, Айртон ҫав вӑхӑтра выльӑхсене хӑйӗн патаккипе тӑрӑнтарса хистет. Анчах йывӑр фургон вырӑнтан та тапранаймасть. Куштӑркама ӗлкӗрнӗ тӑм ӑна цементран та хытӑрах ҫыпӑҫтарса лартнӑ. Пурте йӗркеллӗ те кӳренмелле мар иртсе кайрӗ. Ҫӗҫӗ илсе килӗр те, чӗнсене халех касса татӑр. Хӑй ӑшӗнче ҫакна палӑртрӗ те ӗнтӗ Разметнов. Сана нимӗн те пулмасть! Вӑл… вӑл ӑҫта-тӑр кайрӗ, качча тухнӑччӗ пулас… пӗр инженера. Икӗ енӗ пирки те нумай-нумай каласа пама пулать. — Мӗн ӗҫпе, Гриша! — тӗлӗнсе ыйтать Корчагин. Ун пек суя никӗс ҫинче ҫынсем хушшинче ҫыхӑнусем тума май ҫук. Мана вӑл ҫӗнӗ капитан мӗн ятлине те каласа памарӗ. Тата ҫӳлерех! — Эпӗ питӗ лайӑх пӗлетӗп, юлташ сывмар ҫын, столицӑри чаплӑ врачсем сире ҫителӗклӗ таранах пӑхса янӑ, ку енӗпе эпӗ сирӗн пирки йӑнӑшмастӑп, — калаҫма пуҫларӗ вӑл, тӗрлӗ майлӑ кулса: е пӗтӗм сӑн-пичӗпе, е куҫсемпе кӑна, е тути хӗррипе. Ҫавӑн пек кӑмӑллӑн шӳт тунине пухӑннӑ ҫынсем пурте харӑс ахӑлтатса кулса йышӑнассине вӗсем хӑйсене хӑйсем тытма пӗлни ҫеҫ чарчӗ. — Чӑтма ҫук. — Пӑта, пӑта пар! — Эсӗ ҫавӑн пек шухӑшлатӑн-и? — тесе йӗрӗннӗ пекле ыйтрӗ креолка, ашшӗпе тӑванӗн ывӑлӗ патнелле ҫаврӑнса пӑхса. Ҫывӑхри лапсӑркка чӑрӑш ҫинче, туратсем урлӑ хурса янӑ пӗчӗк хӑма татӑкӗсем ҫинче, ҫӑра лӑсӑ ӑшӗнче наблюдатель ларать; ыттисем пурте тылалла, ҫулпуҫ сӑмахӗсем илтӗннӗ ҫӗрелле пӑхаҫҫӗ пулсан, вӑл вара пачах урӑх ҫӗрелле, хӗвеланӑҫнелле, хӗвеланӑҫнелле ҫеҫ пӑхать… Вӑл пӗр хӑйӗн чӗрнисемпе кӑна тӑранса пурӑнатчӗ пулмалла, вӗсене вӑл юн тухичченех ҫисе янӑччӗ, хӑй ҫӗрӗн-кунӗн темскерле чертёжсем тӑватчӗ, шутлатчӗ тата шала кайнӑ янравсӑр сасӑпа ҫӗрӗн-кунӗн текех ӳсӗретчӗ. Каялла таврӑнтӑм та — никам та ҫук; ҫыру та, адрес та хӑварман. Эпӗ нимӗн те ӑнланаймастӑп, ӑҫта вӑл, мӗншӗн тухса кайнӑ, мӗн пулнӑ ӑна… Эсир Барахо, чул ту ҫине кайӑр та вӑл тӳремлӗхе килсе тухассине сӑнаса пӑхса тӑрӑр. Кӑшт тӑхтасан, ҫав пӑлхавҫах вӑл акӑ мӗн каларӗ: — Брайков, хӑвӑнпа пӗрле Нягулпа Благоя тата Искрова чӗн те, хупнӑ ҫынсене тӑваттӑшне те ҫав айлӑма ертсе пырӑр, унта вӗсем хӑйсене тивӗҫекен асапа кӗтсе илӗҫ. Э? — кӗрлесе илчӗ вӑл, пӗтӗм пӳлӗме сӗткенлӗ те хаваслӑ хулӑн сасӑла тултарса. Шӑп-шӑпӑрт ларма ыйтатӑп, ВКП(б)-ӑн Шырланпуҫри ячейкин уҫӑ пухӑвне уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. Вырӑнта пурӑнакан ҫынсенчен пӗри ӑна сӑнӑпа персе амантать. Ҫак хӑрушӑ вырӑнтан пӑрӑнса каймашкӑн Ганс сулӑ рульне тепӗр еннелле пӑрасшӑнчӗ, анчах тепӗр енчен ҫакӑнтан пӗрех те кая мар урӑх тӑшмансене асӑрхарӗ: хӗрӗх фут сарлакӑш тимӗр шапа тата вӑтӑр фут тӑршшӗ ҫӗлен пуҫне шывран ҫӳлелле каҫӑртса пырать. — Эпӗ нихҫан та ҫамрӑк пулман. — Эпӗ леш тӗнчерен мар, — тетӗп эпӗ. Пулӑш-ха мана выртма… — терӗ. Ҫӗнтерме май ҫук хӑрушӑ чӑрмав сисӗнкӗсӗр килсе, ҫула пӳлсе илет. Этем йӑхне нумай ушкӑнсем ҫине — пуяннисемпе чухӑннисем, ыррисемпе усаллисем, ҫар ҫыннисемпе статскисем, ӑслисемпе айваннисем тата ыттисем ҫине те уйӑрма пулать, анчах кашни ҫынӑн хӑйӗн юратнӑ тӗп ушкӑн пулать, вӑл кашни ҫӗнӗ ҫыннах пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр ҫав ушкӑна кӗртет. Ахаль чухне пӗчӗк карӑпа хупласа усраҫҫӗ. — Ну, ун пеккине часах вӗлереймӗн, — терӗ извозчик, хӑй ӳсӗр хӗрсене темиҫе хут та вӗлерме хӑтланса пӑхнӑ пек. Хресченсен хушшинчен священник тухрӗ те:— Виҫӗ хут пырса кайнӑччӗ, монсеньор, — терӗ. Чӑн, тӑванӑм, апостолсем ҫук… — Партизан пулнӑскер вӑл, кӑштах… ӑсран тайӑла пуҫланӑ. Нумайӑшӗ халь вӗсем еннелле пӑхнӑ, халӑхпа лӑках тулнӑ вагонӑн пур кӗтессисенчен те калаҫнисем илтӗннӗ: — Паллах, тӗрӗс сӑмах. Анчах Лозневой куна хӑй майлӑ хакланӑ. Фельдшер патне хӑв кӗретӗн-и е ӑна сан пата киле ярас? Оппозицири тытамаклӑ хӑравҫӑсем эпир малашне экономика тӗлӗшӗнчен те, политика тӗлӗшӗнчен те пӗтессе пророкласа хураҫҫӗ. Ун патӗнче икӗ пирӗшти. Анчах инкеке ниепле те сирсе яма май ҫукки Том пуҫӗпе тавҫӑрса илессине чарса лартрӗ… Эпӗ унта пӗр пысӑк ҫар карапне алла ярса тытрӑм, ун сӑмсинчен вӗрен кӑкартӑм та якӑрне ҫӗклерӗм. Унтан тумтире хывса, хам хул хушшине хӗстерсе пынӑ утиялпа пӗрле карап ҫине хутӑм та ҫула тухса кайрӑм. Хӑш тӗлте шывра ашса утса, хаш тӗлте ишсе хам хыҫҫӑн карапа туртса пырса, эпӗ Блефускури король портне ҫитрӗм; кунта мана халӑх тахҫанах кӗтсе тӑнӑ. Мана ертсе кайма икӗ ҫын пачӗҫ те Блефуску тӗп хулине ячӗҫ (вӑл та Блефуску ятлах). Ыйткалаканӑн та хӑйне кура мӑнаҫлӑхӗ пур, вӑл та ыттисен умӗнче мӗнпе те пулсан мухтанать… Мана акӑ — кичем… — Мӗншӗн килтӗр, хаклӑ хӑнасем? — Вӑрҫса пӗтертӗн эппин? Эпӗ сире тавӑрма шухӑшламастӑп вӗт. Ҫав тери сехӗрленсе ӳксе вӑл сӗтел патне чупса пычӗ, сӑмсана чалӑш лартас мар тесе тӗкӗр илчӗ. — Эпӗ ватӑ ҫын, айванскер… тӳрех ӑнланаймастӑп, ҫитменнине витӗрех илтейместӗп. Ку — Обкомран килсе телеграмма. Хӗрарӑмсем тухрӗҫ те, камӑн хӑш енне ларасси тата кам камран тытӑнса пырасси пирки (ман шутпа тытӑнса пыма пачах кирлӗ мар) калаҫкаланӑ хыҫҫӑн, вырнаҫса ларчӗҫ, зонтиксене уҫрӗҫ те линейка вырӑнтан тапранса кайрӗ. Дик Сэнда кунтан ытла ним те кирлӗ марччӗ, тупӑннӑ япала пит те лайӑх. Эпӗ хӑйӑрлӑ тӑп хир ҫине, Нескучнӑй паркӗн тӗттӗм мӗлки ҫине, инҫетри сарӑрах ҫуртсем ҫине (вӗсем те кӑшт вӑйсӑр ҫиҫӗм ҫиҫмессерен чӗтренсе илнӗ пек курӑнаҫҫӗ) пӑхса тӑтӑм… Юлашкинчен батальон рубежӗнче шӑпланма пуҫланӑ. Ара эпӗ унпа ҫапӑҫса тӑрас ҫук вӗт. Мӗнле шухӑшпа кайнӑ-ха вӑл? — Кайрӗ пулӗ тетӗп. Ют ҫырусем! — Тунката эсӗ! Анчах та чи тӗлӗнмелле историйӗ кӑҫал хӗлле пулнӑ. — Сӑмахран, ваше превосходительство, эсир, калӑпӑр, хӑвӑр кӳршӳнне, именине тытса тӑма тивӗҫ паракан хутне ҫаклатма мӗнле те пулин май тупсассӑн, вара… Каллех ҫапӑҫу-и? Игнатьева сӗтел хӗрринче ӑна тинкерсе итлесе ларчӗ. Ниҫта та тараймастӑн. Йӗме ҫӗклесе ҫӳрӗп-и? — Кунта сӑмах хӑрасси ҫинчен пымасть. Тӗрмене ларни пирӗн ӗҫе пулӑшсан, эпир те тӗрмене ларма сирӗн пекех хатӗр. Анчах ахальтенех тӗрмере ларасси — ачалла хӑтланни ҫеҫ. Ҫӗрпе Марс атмосферинче манӑн 135 километр вӗҫмелле. Лерен хӑрӑлтатарах паран хулӑн сасӑ ыйтрӗ. — Кам? Тинӗс ҫакӑн пек аслӑ пулнине пӗлнӗ пулсан, вӑл нимӗҫ сӑмахне ниепле те итлеместчӗ, Липинцӑрах юлатчӗ. Шӑпа хӑех Огнянова пулӑшма килет иккен-ха. — Тен — вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳрӗп. — Ӑслӑскер!» Вӑл маншӑн тем пек киревсӗр! Ҫак йытӑ вӗрнине те таҫта илтнӗ пек пулчӗ, элле ӑна ҫавӑн пек туйӑнчӗ кӑна-ши. Вӑл хӑех пурлӑхне опись туса тухма та пулӑшрӗ, хӳхлесе йӗме пуҫланӑ карчӑкне хаяррӑн ура тапса хӑтӑрса тӑкрӗ, тепӗр минутранах вара, ҫиллине пусарса, ҫапла каларӗ: — Ан ҫухӑрсам, амӑшӗ, пирӗн асап-хурлӑха турӑ шута илӗ-ха. Пӗр илемлӗ каҫ хуҫи таса мар шпалерлӑ пӗчӗк пӳлӗме кӗнӗ те, аллисене сӑтӑркаласа, каланӑ: — Ну-с… Кашни ҫынниех пӑлханни, анчах пӑлханнине юри пусарни сисӗнчӗ, пурте юрласшӑн, куласшӑн пулнӑ пек, анчах вӗсен вӑхӑт ҫук пек туйӑнчӗ, — вӗсем яланах васкарӗҫ. — Кам пӗлет?.. — тет татах Гленарван, кондор ҫинчен куҫӗсене илмесӗр. Аван мар! — кӑмӑлсӑр пулса сӑмах хушрӗ Давыдов. — Ыйхӑ шучӗ-и халӗ пирӗн, — терӗ Антунӗ, — мӗнле пурӑнӑҫ ҫаврӑнса тухрӗ ку капла, кам шутланӑ ун пек пуласса… Ҫул ҫинче чӗлӗм туртса выртакан пысӑк кӳлепеллӗ темиҫе запорожец вӗсем ҫине, ялан курнӑ ҫынсем ҫине пӑхнӑ пек, пӑхса илчӗҫ те вырӑнтан та хускалмарӗҫ. Эпӗ шыв персе тухакан ҫӗре алӑпа тытса пӑхсан кӑшкӑрса ятӑм та, Ганс мӗншӗн чӑтайманнине часах ӑнланса илтӗм: шывӗ питех те вӗри иккен. Утравсен бухтинче Франци карапӗсем ҫапла вӑтӑр виҫӗ кун ирттернӗ. Пӗртен пӗр Кандов ҫеҫ мачча ҫинчен анман. Вӑл дневник ҫырса пыма пуҫласа пӑхрӗ, анчах, виҫӗ кун хушшинче нимех те пулса иртменрен, пӑрахрӗ. Ачаранпах хӑйӗн малашнехи пурнӑҫӗ ҫинчен пит мӑнкӑмӑлланса шутлама хӑнӑхнӑскер, Владимир Лозневой пӗр япаларан кӑна хӑранӑ. Ҫӗкленсех кайрӗ старик! «Мӗн хӑямачӗ ку! Пӑх-ха, пӑх, Панас!..» — Пулкалать вӑл, — терӗ старик ҫемҫен. Пирӗн пата Баринов чупса пычӗ, баржа патӗнчи халӑх ҫине хӑравҫӑн пӑха-пӑха илчӗ, халӑхӗ ҫав вӑхӑтра пӗр ҫӗре таччӑн кӗпӗрленсе тӑчӗ, унтан старостӑн ҫинҫе сасси янӑраса тухрӗ: — Ҫук, эс кӑтартса пар — кама ирӗк паратӑп эпӗ? — Мӗн, илемлӗ ҫыратӑн-и вара эсӗ? — тесе каллех калаҫу пуҫласа ятӑм эпӗ. Хута кӗме ыйтса, Поднебеско Виктор ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ пуҫне усрӗ те нимӗн те чӗнмерӗ. Престола мӗнле пӑрахӑҫа кӑларӑн? Пӗр сӑмахпа каласан, Кондратушка партире пулма пӗтӗмпех тивӗҫлӗ. Гленарван ҫемьине хӑй пӑхӑнса тата юратса тӑни ҫинчен калать, вӑл каравана хатӗрленӗ чухне мӗнле пулсан та хӑй кирлӗ пулнине тата ремонт пынӑ вӑхӑтра вӑл «Дункан» ҫинче пулни нимӗнле усӑ та парас ҫуккине кӑтартса парать. Пӗр сӑмахпа каласан, ҫамрӑк капитан сӑлтавсене пинӗ-пинӗпе илсе кӑтартрӗ, анчах чи кирлине кӑна аса илмерӗ, юрать-ха тата, вӑл сӑлтав ҫинчен Гленарван унсӑрӑнах аван пӗлет. Тен, ман шухӑшлас та килмест… — тенӗ. Старшинасем кун пек сӑмахсенчен тӗлӗннӗ пек тӑчӗҫ. — Эпир хатӗр, Сэнд капитан, — сас пачӗ ватӑ Том. Ман хырӑм часах пӑсӑлнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, а ку апат мана ҫул ҫинче пӗтӗмпех пӗтерсе хурать, вара мӗн тӑвӑп-ха эпӗ станицӑра? — Ку ман айӑп! — терӗ Смурый буфетчике. Маншӑн ку тахҫанах паллӑ, халь акӑ маншӑн кӑна та мар. Ытла савӑннипе хӑшӗ-пӗри куҫҫуль те кӑларчӗ. Макар чылайччен вилтӑпри тӗмески аяккинче выртрӗ. — Эпӗ — эсир кирлӗ мара калаҫатӑр, тесе шутлатӑп. Эпӗ саншӑн турӑш мар! Е ача сехрине хӑпартас тетӗн-и? Ку Леона ҫумне каймалли ҫул. Лашасене тытса пыракан Стёпка Огарнов малтан вӑрҫӑ мӗнле пыни ҫинчен ыйтрӗ, анчах Воропаев ҫур сӑмах каланӑ хушӑрах ҫывӑра-ҫывӑра кайнине курсан, чӑннипех кӳренчӗ. Вӑл кашни минутрах вилме пултарать. Княгиня ӑна хирӗҫ ним те шарламарӗ, анчах: ҫавнашкал тӗлӗнмелле кивӗ шухӑшсемшӗн хам хытӑ хисеплекен ҫын пулнӑран каҫаратӑп, тенӗ евӗр ӑшӑ кӑмӑлпа кулса илчӗ. — Е, пытармасӑр каласан, командӑна пухас ӗҫе мана хушмалла пулнӑ, — терӗ вӑл. Ун патӗнчен тухса тарса Америкӑна каясси ҫинчен шухӑшлатӑп. Павел килте пӗччен пулсан, вӗсем ҫавӑнтах вӗҫӗ-хӗррисӗр, анчах яланах лӑпкӑ тавлашу пуҫласа яраҫҫӗ, вара амӑшӗ вӗсен сӑмахӗсене пӑлханарах итлесе, вӗсене сӑнаса тӑрать, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланма тӑрӑшать. Натанаил кулса ячӗ. Анчах хуласенче архитектура мар, ҫынсем тӗп вырӑнта пулни тӗрӗсех пулас. Ӗҫӗ ку ҫӗнӗ… Вӑл ҫав карточкине ман алӑран илчӗ те ӑҫта хурас тесе шухӑша кайса тӑчӗ. Йышлӑ ушкӑн сапаланса та йӗркесӗр пырать, пурте шавлаҫҫӗ, кӗрлеҫҫӗ. Тӑвӑр та таса кельйӑра Никодим атте кӑштах пысӑкланчӗ, анчах тата та хӑрушӑрах пулса тӑчӗ; вӑл хӑйӗн клобукне хывсан, унӑн вилнӗ ҫынӑнни евӗрлӗ, ӳтне сӗвсе илнӗ пек ҫурма ҫара пуҫ шӑмми ҫутӑлса илчӗ; тӑнлавӗсем ҫинче, хӑлхисем хыҫӗнче, ӗнси ҫинче тӗксӗм кӑвак ҫӳҫ пайӑркисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. — Ия, дон Мигуэль, пулнӑ. Эпӗ ӑна лайӑх пӗлсе тӑратӑп. — Эпӗ ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхрӑм та ӗнтӗ. — Ан тив, Мадерӑра пултӑр. Вӑл хыпаланса тухса кайрӗ. Эпир хӗрачапа иккӗнех тӑрса юлтӑмӑр. Вара кортикпа кашни хут сулса илниех пирӗн ҫӗнӗ союзник юлашки юн тумламӗ юличчен ҫапӑҫма хатӗррине ҫирӗплетсе пачӗ. Беловзоров уншӑн вута та кӗрӗччӗ (Зинаида ӑна хӑш чухне «ман тискер кайӑкӑм» е тепӗр чух «манӑн» тесе ҫеҫ чӗнет); хӑйӗн ӑстӑнӗпе ытти пахалӑхӗсене шанмасӑр, Беловзоров ӑна пӗрехмай хӑйне качча тухма сӗнет, ыттисем ӑна качча илес пирки усӑсӑр, сӳпӗлтетни ҫинчен систерет. Хать апат ҫийӗр кӑштах, чей ӗҫӗр! Кашниех хӑйӗн пултарулӑхне хӑвӑртрах тӗрӗслесе пӑхасшӑн пулчӗ, ҫавӑнпа та лётчиксем пӗр-пӗринпе шӑппӑн тавлашма та пуҫларӗҫ. Болгарин ялкӑшса тӑран кӑшӑлне юнпа сӑрланӑ, ҫутӑ ярӑмӗсем вара хӑйӗн — асран кайми чаплӑ ятсем-ҫке, ҫав ятсен хушшинче Огнянов хӑйӗнне те курасса шанатчӗ… Пӑван калаҫма пуҫласан, полковник, ҫав кулма юратакан ҫын сассинчен хӑранипе, чӗтресе илчӗ. Аслӑ ҫулпа пӗр ушкӑн хӗҫпӑшаллӑ ҫынсем пынине курать те, обыватель кантӑкне хупса, каллех пытанса ларать. — Мӗн, Вася, каллех-им? — терӗ Маша, алӑкран кӗрекен Василий ҫине пуҫне ҫӗклесе пӑхмасӑрах йӗпне минтер ҫине тирсе. Тутӑр ҫинчен-ха сӗт те кайман!.. Анчах темшӗн Паганель ун ҫинчен пӗр сӑмах та хушса хумарӗ. Аллисемпе пукан ҫине тӗреленсе, ҫирӗп кӗлеткипе вӑл малалла ӳпӗнчӗ, пур енчен те хура сухал ҫавӑрса илнӗ тӗксӗмрех сӑнӗ шурӑхнӑ пек курӑнчӗ. Анчах та — мӗн пулать-ха ку? — именсе, савӑнса мӑкӑртатнӑ Яков Тарасович. Ку ӗнтӗ уяр ҫанталӑкӑн палли пулать. Ӗҫ вӑл енне кайрӗ пулсан, кала-ха: турӑран хӑратӑн-и эсӗ? Кӗтесре мантӑр питлӗ сутӑ тӑвакан хӗрарӑм Лысуха, пур ҫынна та хӑйӗнчен сирсе яма пултаракан, намӑса пӗлмесӗр чупма юратакан арӑм ларать: пуҫне самӑр хулпуҫҫийӗ ҫумнелле пытарса лартнӑ та макӑрса ларать, хайӗн намӑса пӗлмен куҫӗсене хуллен куҫҫулӗпе ҫӑвать. Виҫӗ гимнастеркине хӑй ҫине тӑхӑнчӗ, тӑваттӑмӑшне кутамккине чикрӗ. — Мучи, кам вара вӑл? — ыйтрӗ Егорушка. Типӗ тытса, ҫылӑх каҫарттармалла, ҫынсем ырӑпа асӑнччӑр тесе тӑрӑшмалла. Ухмах! — йӗрӗнӳллӗн каланӑ Маякин. Ӑнланатӑн-и эсӗ ӑна? «Лайӑх йӗкӗт! — тесе шухӑшларӗ ун ҫинчен Гвоздев. Вӑл юпасене куҫарса лартине пӗле тӑркачах курмиш пулнӑ пулсан вара? Алексей пӗчӗк хыртан тытса, каллех ура ҫине тӑма хӑтланчӗ. Юлашкинчен вӑл тӑчӗ. Анчах, урисене тепӗр йывӑҫ патнелле шуҫтарма тытӑнсанах, вӑйран кайнипе тата ура сыппи чӑтмалла мар ыратнипе тӳсеймесӗр каллех ҫӗре ӳкрӗ,Неушлӗ пӗтрӗм? Марко бай ҫурчӗ умӗнче тухтӑр Диамандиевсем патӗнчен хӑнаран таврӑнакан Стефчовпа куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ. Фома, асӑрханса, минтер ҫинчен пуҫне ҫӗкленӗ. Яков Лукич хӑй, вӑтаннипе чӗркуҫленсе ларса, помидорне сылтӑм аллипе кӑна татать, сулахай аллине вӑл ҫырантан шыва кӗме анакан ҫара пакарта ҫын пек тытнӑ. — Виҫҫӗр тенкӗ тетӗн? — йӗкӗлтесе каларӗ Прохошка. — Мӗн пултӑр пирӗннисене! — текелесе, ҫурт хуҫи ытарлӑ сӑмаха малалла тӑсрӗ. Халӑх хумханса, кӗрлесе кайрӗ. — Тух кунталла… — пӑшӑлтатрӗ вӑл питӗ шӑппӑн. Вӑл, хӑвӑрт йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхкаласа, хӑранипе куҫне мӑчлаттарчӗ, Челкаш пекех сиксе тӑчӗ. Чуптусам мана тата… Ырра мар ҫул пӳлчӗ ӑна ҫак путсӗр хӗрарӑм! Шуҫӑм тӳпен виҫҫӗмӗш пайне ярса илнӗ, вара унӑн ҫутинче тусен шурӑ та тӗтреллӗ катрамӗсем яр уҫҫӑн палӑрса тӑраҫҫӗ. Ыйхӑллӑ Егорушка, ларкӑч ҫине Денискӑпа юнашар ларнӑскер, шӑпах халӗ ҫав ҫын ҫинчен шухӑшларӗ. Кам ку? Мартини ҫурма тӗттӗм пӳлӗме кӗрсен, Пӑван пуҫне хӑвӑрт пӑрчӗ те ӑна вут пек пӗҫерекен аллине тӑсса, ялан чухнехи пек сасӑпа калама тӑрӑшрӗ: — Э-э, Мартини! Яков вӑл хӑйӗн арӑмӗпе юри кӑмӑллӑ, ачаш пулнине, уншӑн ятарласах, ҫынсене курӑнмалла тӑрӑшнине, ку пӗтӗмпех суя пулнине курнӑ; Пӗр-икӗ хутчен вӑл ҫапла туса пӑхнӑ хыҫҫӑн патнерех пычӗ, инструмента тӗплӗреххӗн тӗпчесе пӗлес шутпа унӑн урисене хыпашласа ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, енчен енне ҫӳреме пуҫларӗ. Мӗн чухлӗ сахалрах укҫа илнӗ, ҫавӑн чухлӗ ытларах ӗҫме тытӑннӑ. Ферада та, поселок та текех ҫук ӗнтӗ. Юлташӗ темӗн каласа тавӑрчӗ те Лукашка ҫине кӑтартрӗ. — Ҫук, Мстислав Сергеевич, — сумлӑн хуравларӗ Хохлов, — килӗшместӗп, хӑратӑп. Ӑна йӗри-таврашӗпе хупӑрласа илнӗ ҫуртсемпе пӗчӗк пӳртсем инҫетрен утӑ купи пек палӑраҫҫӗ те кӳленчӗк илемӗпе тӗлӗнсе тӑнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Манол пичче ывӑлне салам кала; кӗрсе тухтӑр вӑл ман патӑма, хапхаранах кӗтӗр ӗнтӗ ӳлӗмрен. — Йӗркеллӗнрех калаҫӑр, кӑшкӑрма эпӗ сире ирӗк памастӑп. Хӑйӗнчен ҫакӑн пек ыйтнӑшӑн ҫамрӑк плантатор калама ҫук хӗпӗртесе кайнӑ. Вӑл ҫӑвар уҫмасӑр итлесе ларчӗ. Чухлатӑн-и? Тӑван килте, мӗнле пулсан та савӑкрах. Марийка ҫӗрелле уснӑ аллинче пӗр ывӑҫ турат тытса, Андрей умне пырса тӑчӗ. Джон Мангльспа пӗрле икӗ матрос ҫул шыраса ик-виҫӗ ҫӗр метр маларах пыраҫҫӗ; вӗсем, шӑтӑксене кӗрсе каяс мар тесе, сӑртсем хушшинчен иртсе тухмаллине тупаҫҫӗ. Кофейньӑна пынӑ ҫынсем атӑ-пушмакӗсене хывса, чӑпта ҫинче ларатчӗҫ, аллисенче вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмсемччӗ. Мустангер хӑй сӑмахӗсене каласа пӗтериччен Луизӑн куҫӗ умне мустангер тусӗн сӑн-сӑпачӗ тухса та тӑчӗ. Луизӑпа пӗр ӳсӗмри хӗр, ӳт-тирӗ бронза тӗслӗрех, куҫӗсем миндаль мӑйӑрӗ пек. Шӑлӗсем унӑн ахахран та шурӑрах пулӗ. Пит ҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ. Ҫӳҫӗ Кастро хӳринчен те вӑрӑмрах. Мӑйӗнче шӑрҫа, аллисемпе урисенче — браслетсем. Илемлӗн тӗрленӗ кӗске юбка, пӗчӗк урисене мокассин тӑхӑннӑ. Питӗ чипер сар пикех те мар: вӑл плебей йӑхӗнчен тухнине пӗлтерекен йӗрсем те чылаях палӑрса тӑраҫҫӗ. Анчах ку йӗр ӑна, тополь айӗнчи явӑнкаласа пӗтнӗ йӗрсем пекех, йӑлт аптӑратса янӑ. Выльӑха пӗр-пӗр палла тӗл патнелле ҫул тыттарса малалла кайнӑ чух, йӗрӗ яланах тӳррӗн каять, ку йӗр ун пек тӳрӗ кайман. Аха вӗсем пӗрне-пӗри хуса ҫитрӗҫ, пӗрремӗш иккӗмӗшне ҫурӑмӗнчен лӑпкаса ҫапрӗ те кула-кулах каялла ҫавӑрӑнчӗ. Монсиньор Монтанелли ҫинчен Джиованни сире ун чухне нимӗн те каламарӗ-и? «Валкирия» паруссемпе питех те аван ишсе пырать, анчах паруспа ҫӳрекен пӑрахутсене нихӑҫан та ҫирӗп шанса тӑма ҫук. Старший лейтенант ӑна кузов ҫине илсе хума хушрӗ. — Нимӗҫсенчен пирӗн ачасем хӑрамаҫҫӗ, ун пирки калаҫмалли те ҫук, вӗсен танкӗсемпе самолёчӗсенчен хӑракалани пур вара вӑл, ку тӗрӗс. «Ху илме пултарнине ил, анчах ҫын аллине ан лек; никама та пӑхӑнманни — акӑ пурнӑҫӑн пӗтӗм тупсӑмӗ», — терӗ вӑл мана пӗррехинче. Хуралҫӑ, ун патне чупса ҫитсе, кӑшкӑрса ячӗ, ҫав вӑхӑтрах вӑл каялла тайӑлса кайрӗ, — тахшин ӑна аялтан ҫапрӗ пулмалла, вӑл кӗпер карлӑкӗнчен ҫакӑнчӗ, унтан ерипен шуса анчӗ, ӑна вӗлерекенӗ крепость хӳми хыҫнелле тарса ҫухалчӗ. — Мӗн каларӑн эсӗ? — Эпир ҫитес вырӑн патӗнчех, — терӗ вӑл. Акӑ мӗн! — Суккӑр: «Курӑпӑр!» тенӗ, — уҫҫӑн тавӑрчӗ Давыдов, тилхепине турткаласа. Чылай ҫула ҫитнӗ пулсан та, унра казакла аскӑнлӑх, темле сыхланса юлнӑ тирпейсӗр хаваслӑх пӑтранать-ха. Ҫурт патӗнчен хапха патне ҫити ванчӑк кирпӗчсенчен ҫул сарчӗ, ишӗлчӗк ҫуртсенчен чул, шӑвӑҫ, кӑмака хупписем, кафельнӑй шурӑ плитасем, юшкӑсемпе питлӗхсем, лапчӑнса пӗтнӗ, анчах чиперех сыхланса юлнӑ икӗ шӑвӑҫ плевательница (ун пеккисене парксене лартаҫҫӗ), чечек чӳлмекӗсемпе чӳрече кантӑкӗсен ванчӑкӗсене тултса тултарчӗ; кантӑк ванчӑкӗсенчен питӗ пысӑк чӑтӑмлӑхпа парниксем валли тӑваткалсем ҫыпӑҫтарчӗ. Тухрӗ те вӑл, хӑйӗн хура уссийӗсене тӳрлеткелесе, таҫталла, кавир ҫинеллерех пӑхса, хулпуҫҫийӗсене кӑшт ҫеҫ асӑрхамалла хускатса илсе хӑйне сывлӑх сунакан офицерсене пуҫтайрӗ. — Ҫук, кукка, эпӗ ҫулне пӗлетӗп. Пӗр пысӑк хум килсе ҫапсанах, «Вальдек» путма пултарать. Вӑл сирӗн чухне ӑна илӗр, вара эсир тахҫан ӗлӗк тунӑ усал ӗҫ ҫинчен мар, эсир тата мӗскер лайӑх тума пултарни ҫинчен шухӑшлӑр. Степан каллех ӑна ярса илчӗ те пиҫиххипе ҫыхрӗ. Ку вара, йӗкӗт, пысӑк япала. Унӑн та, кунӑн та мӑйӗ питӗ вӑрӑм, пуҫне хыҫалалла ывӑтнӑ. Страус, мӗнле калас, ҫур жираф пекрех. — Кимме эпӗ мӗн кирлине хутӑм ӗнтӗ: апат-ҫимӗҫ, ӗҫмелли, хӗҫ-пӑшал. Микитен шалуне хуҫи йӑлтах ун арӑмне панӑ, Миките хирӗҫ тӑман. Гленарван виҫ-тӑват хир чӑххи персе антарчӗ, вара судно ҫинче повар вӗсенчен питӗ лайӑх какай хатӗрлесе пачӗ. Андрейпа Юргин окоп тӗпне, пӗр-пӗрне хирӗҫ вырнаҫса ларса, бомбёжка ҫинчен калаҫнӑ хушӑра, инҫетри вӑрман хӗрринче танксем курӑнса кайнине те, виҫҫӗмӗш ротӑри хӑш-пӗр боецсем рубежа пӑрахса тарма пуҫланине те асӑрхамарӗҫ. Унтан вӗсем Гекльберри Финна шыраса тупрӗҫ те, вӑл хавассӑнах вӗсем ҫумне ҫыпӑҫрӗ. Гекшӑн пулсан, хӑй валли кирек мӗнле карьера суйласан та пурпӗрех. — Пуринчен малтан хам ҫинчен эпӗ хамах каласа парӑп, ҫаплах калӑп: карательре ҫӳренӗ, подхорунжий пулнӑ, суд тӑвӑр, тейӗп, а-а-ан-чах эсир те астӑвӑр вара! Пурте ним чӗнмесӗр, чуна сивӗтсе яракан шухӑшпа хытнӑ пек пулса тӑчӗҫ, хускалмарӗҫ. Сцена ҫине «Альфредо» тухрӗ; Вӑл хӑйне хӑй:— Манӑн алӑра унӑн пӑхӑр шарикӗ пулинччӗ хӑть. Киле таврӑннӑ май эпӗ Гаер Кулипе анне ҫинчен шухӑшласа пытӑм. — Эсӗ кала-ха ӑна, мӗншӗн вӑл пирӗн пата пымасть. Вӑл пӗртен-пӗр ӗҫе тума — йытӑсене вӗрентме ҫеҫ пӗлмен, ӑна тума унӑн чӑтӑмлӑхӗ ҫитмен. Ун чухне эпӗ хам ашкӑнса тунӑ айӑп мӗн таран пысӑккине те питех аса илмен, чиркӳрен пӑрӑнсанах ҫывӑрса кайса, тепӗр кун ирхине виҫҫӗмӗш станцӑна ҫитсен тин вӑраннӑ. Николай пуҫне ҫӗклерӗ те, Карл Иваныч чӑнах та хӑйне пурӑнкаламалӑх ӗҫлейӗ-ши вара тенӗ евӗр, ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах нимӗн те шарламарӗ. Вара вӑл хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫне аса илме тӑчӗ те хӑйӗнчен хӑй йӗрӗнсе кайрӗ. Ҫулӑмӑн хаваслӑ та ҫивӗч чӗлхисем, сарӑ та хӗрлӗскерсем, пӗр-пӗринпе ыталанса вылярӗҫ, хӗм сапса ҫӳлелле ҫӗкленчӗҫ, ҫунакан ҫулҫӑсем вӗҫрӗҫ, ҫав вӑхӑтрах пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем, ҫав хӗмсем ҫине пӑхса, вӗсене хӑйсем патнелле илӗртсе кулчӗҫ… Петро Умрихина юрама тӑрӑшать, лешӗ хӑйне шанса махорка валеҫтертӗр тесе, вӑл Умрихин ҫине, иккӗшӗ пӗр чӗлхеллӗ пулнӑ пек, чалӑшшӑнрах пӑхса куҫ хӗссе илчӗ. Каҫар мана, эпӗ сана мӗнпе те пулин кӳрентернӗ пулсан! — терӗ йӗрсе комендантша. Ҫапах та ӑна хӑвалас текенсем нумаййӑнах пулман, вӗсем те ҫавӑнтах кая тӑрса юлнӑ… Ҫак мӗскӗн ҫынсем монархсене хӑйсен еркӗнӗсем пулма ӑслӑ та пултаракан тата ыр кӑмӑллӑ ҫынсем хушшинче кӑна суйласа илме кирли ҫинчен ӑнлантарса парас тесе, министрсене ҫынсен пурнӑҫне аванлатас пирки кӑна тӑрӑштарас тесе, ҫынсене питех те паллӑ ӗҫсем тунишӗн кӑна наградӑсем партарттарас тесе, монархсене вӗсен интересӗсемпе халӑх интересӗсем пӗр пекех пулса тӑнине ӗнентерес тесе, тӗрлӗ вырӑнсене ӗҫе тума пултаракан ҫынсене кӑна лартма кирлине ӗнентерес тесе хӑйсен пуҫӗсене ватса лараҫҫӗ. Кашни сӑмах ман умра ерипен-ерипен тепӗр май ҫаврӑннӑ пек туйӑнать, эпӗ вара ҫав калаҫӑва тепӗр енчен, вӑрттӑн енчен куратӑп. Эпӗ ӑна паян илсе килтӗм. Каменщик ӑва сиввӗн калатчӗ: — Аллӑ ҫултан иртсессӗн, асту, — хӑвӑн ирсӗрле йӑлусем саншӑн ытла та тӑварлӑ ан пулччӑр! Пугач килнӗ. — Паттӑр ҫуралчӗ, улӑп пек, — тенӗ шатра питлӗ, пысӑк сӑмсаллӑ акушерка, ачине мӑнкӑмӑллӑн, хӑй ҫуратнӑ пек, кӑтартса. Кирлӗ мар, хӑратӑп… — терӗ. Вӗсене суя ҫулпа ҫӳретес тесе, эпӗ тем пекех тӑрӑшрӑм. Хӗлӗн ҫемҫе те салху шӑрши, — тинӗс чулӗсене пула нӳрленнӗ, анчах ытлашши ҫӗреймен ҫулҫӑсен шӑрши, — кӑкӑра ҫав тери уҫса ярать, вӑл ҫӗпре ярса лартнӑ чуста шӑршине аса илтерет, сывлӑшра ҫав шӑршӑ ҫывӑхри тинӗс шӑршипе пӗр хутшӑнмасӑр вӗрсе тӑрать. Шульгович полковникшӑн вара, тен, эпӗ те, Веткин та, Лбов та, мӗнпур поручик, капитансем те ҫавнашкалах, пурте пӗр сӑна пухӑнаҫҫӗ пулӗ, эпир те уншӑн ҫакнашкалах ют, вӑл та пире пӗр-пӗринчен уйӑрмасть-и, тен?» Унтан, вӗренсе таврӑнса заводра механик пулса ӗҫлеме пуҫӑнсан, Алексей хулара пулман ӗнтӗ. Вӑл вӗҫевҫӗсен шкулӗнче вӗреннӗ. Юлашкине вӑл мисс Луизӑн лашине — пӑч-пӑч чӑпар мустанга таканларӗ. Анчах эпӗ унтан вӑйлӑрахчӗ, ҫитменнине манӑн та пит ҫиллӗм килсе карӗ, тепӗр минутранах вӑл ҫӗр ҫине ӳпне кайса ӳкрӗ те, аллисене пуҫӗ хыҫнелле тӑсса ярса, хӑйӑлтатса выртатчӗ. — Урӑхла мӗнле пултӑр-ха, Давыдов юлташ? Вӑл хут татӑкне хутлатса хучӗ те, ун ҫине Монтанелли адресне ҫырчӗ, тата, тепӗр хут татӑкӗ илсе:Ман ӳте Дарсенра шырӑр, — тесе ҫырчӗ. Паллах, эпӗ вӗсем ултавҫӑсем, ҫапкаланчӑксем тесе причак ҫиме пултаратӑп, — кун пек тунин те усси самаях, — урӑх нимӗн те тӑваймастӑп. Чӳречисенче темиҫе куҫ ҫитмест; вӗсем вырӑнне, тулалла мӑкӑрӑлтарса, темле таса мар ҫӗтӗк-ҫурӑк тӗркисем чике-чике хунӑ. Тӑрмаланса пӗтнӗскер, кӗске ҫӳҫлӗскер, вӑл тин ҫеҫ шывран кӑларса пӑрахнӑ кӑртӑш евӗр пулнӑ… Вӑл хӑй тӑр пӗччен иккенне тата ҫакӑн пек хӑрушлӑх умӗнче тӑнӑ чух хӑйне никам та шеллеменнине туйса илнӗрен унӑн ҫамрӑк та пит хӑвӑрт туйса илекен чунӗ пӑчӑртанса нӑйкӑшма тытӑнчӗ. Ашак! Эпӗ ҫапла тӑвассишӗн тӑратӑп! — Падре патне чи малтанхи хут ҫылӑх каҫарттарма кайнӑ хыҫҫӑн ҫулталӑк иртсен, вӑл мана вӗрентме пуҫларӗ. Темиҫе кунран губернатор патӗнче бал пулчӗ. — Чуптар, чуптар! Ӑна тӗрӗссӗн тӳлесе татасси хӑвӑр тивӗҫӗр тесе шутламастӑр-и эсир? Каччӑ хӑй пӗлмест те пуль-ха… Анчах хӗр илтнӗ. Пӑван сасартӑк вырӑн ҫинчен ҫӗкленчӗ те хӑранӑ куҫӗсемпе малалла пӑхрӗ. — Йӗкехӳресене юрататӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Тавтапуҫ, тавтапуҫ, старик! — Мӗнле тилхепене? — тӳрех ӑнланса илеймерӗ Давыдов. Унӑн пурнӑҫӗнче чи пысӑк ӗҫ пулса иртрӗ — унӑн ҫав тери чаплӑ ӗмӗчӗ тулчӗ. Ку ӗмӗте пурнӑҫлама вӑл хӑйӗн пӗтӗм чунӗпе, мӗнпур вӑйӗпе тӑрӑшнӑ. Паянхи ӗҫ унӑн малашнехи пӗтӗм пурнӑҫӗн ҫулне уҫса пачӗ, ӑна каллех сывӑ, пур енчен те тӗрӗс шӑмшаклӑ ҫынсен ӗретне тӑратрӗ. Ну-ка, каласа пар — ӑҫта пултӑн, мӗн куртӑн? — Психея пек турӑри-и? Анчах вӑл малалла талпӑнса сикрӗ, полицисен хушшипе ҫавра ҫил пӗк вирхӗнсе иртрӗ те вӗҫтере пачӗ. «Сывӑ пултӑр!» сӑмахсене кашни хут кӑшкӑрмасееренех ун суранӗ тӳрленсе пычӗ. Тепӗр виҫӗ кунтан ҫав суранран ансӑр ҫӗвӗ ҫеҫ юлчӗ. Унӑн чухӑнлӑхӗ тум-тирӗнчен те палӑрнӑ. Ача ҫинче хӑла бумазей костюм пулнӑ — ӑна чавсисем тата чӗркуҫҫийӗсем тӗлӗнчен тӗрлӗрен саплӑкпа эрешлесе пӗтернӗ. Ҫавӑн пекех, ачан выҫӑ сӑнлӑ шурӑхнӑ пичӗ те, унтан-кунтан тӑраткаланса тӑракан шакӑр шӑмӑллӑ пӗчӗк кӗлетки те чухӑнлӑх ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак пӗр-пӗрин валли ҫуралнӑ икӗ чӗрене пӗрлештерес шутпа майор хӑй сӑмах илчӗ. Танксен полкӗн командирӗ вӑл. — Турӑҫӑм, таса турӑ амӑшӗ! — йывӑррӑн сывласа илсе, хӑй тӗллӗнех мӑкӑртатса илчӗ карчӑк, пӗрре пӗр еннелле, тепре тепӗр еннелле, вутлӑ ҫӑмха пек, вӗҫе-вӗҫе иртекен бомбӑсем ҫинелле пӑхса: — ах, тур-тур! 2. Унӑн Превосходительствине Гидрографийӗн тӗп управлени начальникне «Св. Мария» ҫинчи экспедици начальникӗнчен И. Л. Татариновран Рапорт Ҫакӑнта эпӗ Гидрографически тӗп управленине акӑ мӗн ҫинчен ҫырса пӗлтересшӗн: 1915-мӗш ҫулхине март уйӑхӗн 16-мӗш кунӗнче 79° 08′30′′ виҫсе пӑхнӑ широтара, Гринвичран шутласа 89°55′00′′ долготара, тинӗсре куҫса ҫӳрекен «Св. Мария» уяртнӑ вӑхӑтра питӗ лайӑх курӑннӑ чухне, шхуна ҫинчен хамӑртан хӗвелтухӑҫӗнче ҫӳлӗ туллӑ, пӑрлӑ пысӑк ҫӗр куртӑмӑр. Ну, сыв пул! — Итлӗр-ха! — чӗнчӗ Петруҫ, хӗрача хӑй тӗлне ҫитсен. Пӗтӗм чурасене ҫапла тӗрӗслерӗҫ. Ку тӗрӗслеврен никама та хӑтармарӗҫ. Вӑл тӑван Италийӗнчен тарнӑ, унта ӑна «ирӗклӗ шухӑшланӑшӑн» хаяр наказани кӗтсе тӑнӑ. — Тӗлӗнмелле, ҫакна халиччен те асӑрхаман эпӗ. Нӳхрепрен халех илсе килетӗп. Хӗр мана юратать, вӑл мана пӗр минут юратнӑшӑн эпӗ хамӑн пӗтӗм пурнӑҫӑма пама хатӗр. Тепӗр ҫур сехетрен Лукашкӑпа Назарка Терека станицӑран уйӑрса тӑракан ҫӑра вӑрман урлӑ чупнӑ пекех васкаса килелле утрӗҫ. Вӗсем ҫул тӑршшӗпех калаҫса пычӗҫ. Ӑна вӑл хӑй МТС-ра ӗҫленӗ чух пит лайӑх палланӑ. Ҫав, ҫур кӗлеткине паралич ҫапнӑ ҫын, пӗр аллине ҫеҫ хускатма пултараканскер, института ертсе пынӑ, калама та ҫук пысӑк ӗҫсем тунӑ. Юхӑма май ҫур миля аяккарах шыв ҫийӗнче темле пӗлӗт евӗр япала капланнӑ. — Кӗпер ҫӗмӗрӗлнӗ, — тет пӗри. — Ӑҫта ҫухалса ҫӳрерӗр? Эпир вара кӑштах юсантӑмӑр та килелле май уттартӑмӑр. Вӑл, урса кайнипе, тарӑхнӑ самантрах мӗн пур дворовӑйсене пухса Кистенӗвкӑна (кӳршин ял ячӗ ҫапла пулнӑ) аркатма, ӑна тӗппех ҫаратса, помещикне хӑйне усадьбинчех хупӑрласа илме шут тытса пӑхнӑ. Халлӗхе пӗр япала паллӑ: кӑткӑ йӑвинче шыв шайӗ улшӑнмасть-ха. Вӑл икӗ майпа хӑпарма пултарать: стенана шӑтарсан, тулти шай шалтинчен ҫӳлерех тӑрать пулсан е шывӑн пӗтӗм шайӗ татах хӑпарсан. Вӗсем ытла та праҫникри пек ӗҫсӗр, типтерлӗ ларнинчен тӳрех ҫакӑ паллӑ: хӑйсем патӗнче хӑнасем ҫук чухне вӗсем капла лармаҫҫӗ: — Анне халех тухать, — терӗ мана асли, ман ҫывӑха ларса. Ганна кӑштах пӳрте кӗрсе тарчӗ, алӑкне хӑлт хупса лартрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн часах вӑл хӑй арӑмне:— Текех манран укҫа ан ыйт, сана Пашка тӑрантарӗ… — тенӗ. Анчах ҫыру Эль-Койот аллине мӗнле пырса ленкӗ-ши? Тискер кайӑк ҫине пӑхнӑ евӗр пӑхатӑр ман ҫине. Ҫак кунтан вара пичче ученӑйсен хушшинче чи телейлӗ ҫын пулса тӑчӗ, — эпӗ хам та чи телейлӗ ҫын пултӑм, мӗншӗн тесен манӑн савнӑ Гретхен опекун хӗрӗ шутӗнчен тухса, малашне Король урамӗнчи ҫуртра профессорӑн хурӑнташӗ шутне кӗчӗ, унӑн тӑван шӑлнӗн мӑшӑрӗ пулса пурӑна пуҫларӗ. Халь вӑл Одессӑра, губкомол секретарӗ. Сасартӑк Бек-Агамалов пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ те янӑравлӑ ҫивӗч саспа хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Эсрел тӗпне шпаксене! — Кил-ха кунта, Маша, эпӗ сана пӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтересшӗн. — Ман шухӑшпа, кирек мӗнле ҫар чаҫӗнче те пӗр командир пулма кирлӗ. Суранне ҫыхса лартнӑ хыҫҫӑн вӑл пӗр самантлӑха лӑпланчӗ, Печорина: эсӗ мана чуп ту, тесе йӑлӑнчӗ. Ку вӗт нимӗнле хакпа та тупма ҫук япала, эпӗ ӑна паян еврей лавкинче тупрӑм. — Ҫук, эпир тӗллесех, петӗмӗр, — тӳрре тухма хӑтланчӗ те пӗри. Кӑмӑлӑр пулсан, хамӑн урасемпе пулнӑ историе каласа парам-и сире? Тӗлӗнмелле каччӑ вӑл. Курӑкпа типсе ҫитмен хура тӑпран ӳсӗртекен шӑршине кӑкӑр тулли сывла-сывла, Давыдов вил тӑпри тӗмисен инҫетри речӗ ҫине нумайччен пӑхса пычӗ. — Тахҫанах шухӑшласа хунӑ. О, савнӑ тусӑм! Старик Гоголев, килӗшӳсӗр сӑмсине тапраткаласа, куҫҫульне куҫӗсем ҫинчен пӳрнисемпе шӑлать те ыйтать: — Санӑн миҫе ача пулнӑ? — тет. Вӗсем ҫӗрлехи тискер кайӑксем, хӗвел ҫутинчен сехӗрленсе ҫӳрекен хӑравҫӑсем; тӗрӗссипе, тӑватураллӑ тӑманасем вӗсем. Малтан Морис Джеральда кӑна мар, Мигуэль Диаза та хӑйӗн юлташӗсемпе пӗрле тата Фелим О'Нила та суд тума шутланӑ-мӗн. Хӗрарӑмла мар, шуйттанла ҫухӑр: эсӗ мана улталаймӑн! — вӑл ӑна тӗттӗм коморӑна ҫав тери хытӑ тӗртсе кӗртсе ячӗ, лешӗ, ытла хытӑ тӗртнӗ пирки ӗнтӗ, урайне ӳксе йынӑшса ячӗ; голова вара, теҫетникпе пӗрле, писӑр патне уттарчӗ, вӗсем хыҫҫӑн, пӑрахут пек тӗтӗм мӑкӑрлантарса, винокур утрӗ. — Кам чӗнет ӑна?.. Хӗрачана король ҫуртӗнче уйрӑм пӳлӗм пачӗҫ; ӑна пӑхса ӳстерме гувернантка, тумлантарма-салтӑнтарма пӗр горничнӑй тата ытти ӗҫсене туса пулӑшма икӗ хӗрарӑм тарҫӑ пачӗҫ. Ҫакна мӗнле тӑвассине хам та пӗлместӗп-ха, анчах кун ҫинчен эпӗ маларах та шухӑшланӑ. Мӗн ҫывӑрса кайичченех вара эпӗ кичемлӗхӗ сирсе ярасшӑн пултӑм. Пӗчӗк айлӑмсенче, ӑвӑслӑх кӑвак тӗслӗн, ҫӑран курӑннӑ ҫӗрте, таса хӑях шӑрчӗ халь те-ха, ҫуллахи пекех, ҫирӗппӗн тымар ярса ларнӑ. Таса чӗрӗлӗхӗн хавхаланӑвӗ ҫавӑрса илнӗ мӑчавӑрсемпе кӗлӗҫсене. Тияккӑнӗ ытла ҫамрӑк-ха, хуп-хура ӑслӑ куҫлӑ, канӑҫа пӗлмен питлӗ, ӑна бритва та тӗкӗнмен-ха, Краличе вӑл туслӑнах сывлӑх сунчӗ, ун паттӑрлӑхӗ пирки мелник систерме ӗлкернӗччӗ ӗнтӗ ӑна. Петра хӑйне вӑл темле пысӑк кушак аҫи евӗрлӗ чӗрчун пулса тӑнӑ пек туйӑнать, ӑна ӑшӑ та лӑпкӑ, кил хуҫи-хӗрарӑм ӑна юратать, кӑмӑлпах ачашлать, ӑна урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Нимӗн те. Вӑл маркиз патне ҫывхарчӗ, хӑй ҫийӗнчен плащне хывса илчӗ те ӑна Лантенак хулпуҫҫийӗ ҫине уртса, капюшонне пуҫне тӑхӑнтарчӗ. Вӑл шӳт тунӑ, кулкаланӑ, хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткипе пурин тимлӗхне те хӑй енне ҫавӑрса илнӗ; Фома ҫав вӑхӑтра, ун хыҫӗнче тӑнӑ, вӑл, пуҫне усса, ылтӑнпа эрешленӗ тум тӑхӑннӑ ҫынсем ҫине куҫ айӗн пӑхнӑ, старикӗн хӑюлӑхӗ пирки кӗвӗҫнӗ, хӑй именнине туйса тата ытларах именнӗ. Эпӗ короле питех те килӗшнӗ-мӗн, вӑл хӑйӗн блиффмарклубне, урӑхла каласан, обер-гофмейстерне, хӑйӗн ҫуртӗнче манпа юлташӑм валли пӳлӗм уйӑрса пама, пире ҫитерес пирки тӑрӑшма хушрӗ. Вӑл вара Егорушкӑна икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт патнелле илсе кайрӗ; ҫурчӗ тӗксӗм те тӗттӗм, N хулинчи турӑ заведенийӗ пек туйӑнать. — Пулма пултараймасть! — терӗ Соколов, илтнӗ хыпара шанмасӑр. Эсӗ пирӗн патра канӑҫлӑн, мӗн чухлӗ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ пурӑнма пултаратӑн. Эпӗ ӑна план ҫинче паллӑ турӑм. — Ҫук… — Мистер Гленарван, — тере Джон Мангльс. Анчах мӗнле-ха, Ниловна, ӑна тартасси пирки татӑклӑ шут турӗҫ-и? Нумай айван ӗҫсем тунӑ пулин те, эпӗ ҫапах та питӗ, питех те аван ҫамрӑк ҫын», — шухӑшлать вӑл. — Кам пулма пултарнине эпӗ пӗлместӗп тата тавҫӑрса та илейместӗп, — аллисене ик еннелле сарса ячӗ Комков, — анчах тахҫан пӗр вӑхӑтра илем чӑнах та кирлине ӑнланакан ҫын тупӑннине эпӗ ӑнкаратӑп. Ҫак самантрах, шалта кӗтесре ларакан, темӗнле ҫын хӑйӗн вырӑнӗнчен сасартӑк сиксе тӑчӗ те алӑк патне ыткӑнчӗ. Лешӗ ӑна лайӑх кӗтсе илнӗ, унтан вӑл темиҫе кунтан Либӑн тепӗр енне каҫнӑ та январӗн 26-мӗшӗнче Катеме король ҫӗрне ҫитнӗ. — Жуков. Анчах Олейник кӑрт та сикмерӗ, мӑшкӑласа кулса, вӑл саралса ларнӑ шӑлӗсем витӗр чӑрт! сурчӗ те:— Вилтӗн-и? Вӑл халь ҫапла майпа мире пӑснине тӗрӗс мар ӗҫ тесе шутланӑччӗ. — Илтнӗ, — терӗ вӑл, юлашкинчен. Чаплӑ ученӑя пӗтӗм Европа пӗлнӗ-ҫке, хисепленӗ, Бруно хӑйне: эпӗ йӑнӑшрӑм, тенӗ пулсан, чиркӳ халӑха тӗрӗс вӗрентет, тенӗ пулсан, вара нумайӑшӗ чиркӳ тӗнче пуҫланса кайни ҫинчен калакан юмаха ӗненнӗ пулӗччӗҫ. Анчах Джордано Бруно ӑслӑ та хастарлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна нимӗнле хӑрушлӑх та, нимӗнле асап та хӑратайман, вӑл хӑй тӗрӗс шухӑшланине чӗри хӑвачӗпе пӗлсе тӑнӑ. Март уйӑхӗ вӗҫӗнче эпир парӑссене ҫӗклесе картӑмӑр та Мадагаскар проливӗнчен чиперех иртрӗмӗр. Эпир ҫурҫӗрелле ҫул тытрӑмӑр; кӑнтӑрти широтан 5° таран кайичченех пире хыҫран унти тинӗссенче декабрьте пуҫланса май уйӑхчен ҫурҫӗртен е хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр пек вӑхӑтлӑ вӗрекен ҫил вӗрсе тӑчӗ. Апрелӗн 19-мӗшӗнче ҫил улшӑнчӗ: хӗвелтухӑҫӗнчен ҫил-тӑвӑл пекех пит вӑйлӑ кӗрлесе килчӗ те ҫирӗм кун хушши пӗрмаях вӑйлӑ вӗрсе тӑчӗ. Ҫав хушӑра пире Молукк утравӗсенчен хӗвелтухӑҫ еннелле, экватортан 3° ҫурҫӗрелле илсе кайнӑ. Ҫавӑн чухлӗ илсе кайнине капитан майӑн 2-мӗшӗнче хатӗрсемпе шутласа пӑхсан курчӗ. Ҫак кун ҫил лӑпланчӗ те, тинӗс пит тӳлӗкленчӗ; ку мана чылай савӑнтарчӗ. Яланах сыхӑ пулма, прорыв тунӑ ҫӗрте танксем хыҫҫӑн ҫӗрле малалла кайма пуҫланӑ чаҫсен иккӗмӗш эшелонӗсене тӗплӗн хӳтӗлесе пыма хушрӗҫ. Мӑръене вӗҫсе кӗнӗ чухнех-ха вӑл Чубпа кумӗ алӑран ал тытӑнса хӑйсен пӳртӗнчен чылай инҫетре утса пынине курнӑ. Вырӑнпа выртакан Огнянов патне Мина старик чи малтанхи хут пырса кӗрсен акӑ мӗнлерех сӑмах хускатса ячӗ: — Татах христиан ҫынни нуша курать! Пӗр сӑмахпа каласан, стариксем хӑйсен ӗмӗрӗнче ун пек хаваслӑ туй пулнине урӑх астумаҫҫӗ. — Кам-ха санӑн улпуту? Анчах чӑнахах та вӑл хӑйне пулӑшма ӑна чӗннӗ-ши? — тесе шухӑшланӑ Кирила Петрович хӑйӗн пӳлӗмӗнче «Ҫӗнтерӳ аслатийӗ» кӗввине шӑхӑркаласа, каллӗ-маллӗ утса. — Тен эпӗ унӑн ҫӗнӗ йӗрӗ ҫине ӳкрӗм пулӗ, апла пулсан, вӑл пирӗн алӑран вӗҫерӗнес ҫук. Эмиль каҫса кайсах итлерӗ, сайра хутра ҫеҫ кӑшкӑрса илсе ӑна калама пӳлчӗ, ура ҫине хӑвӑрт тӑрса, хӑйӗн паттӑр тусне чуптӑва-чуптӑва илчӗ. Чимӗр-ха, авӑ Чезаре килет! — Мӗн тума? Тӗттӗмленсе ҫитрӗ, ҫав тем анлӑш тавралӑхра шупка пӗлӗт ҫинче, горизонтӑн пӗртен-пӗр тӗксӗм йӑрӑмӗ кӑна палӑрать. А? Ҫук, калӑр-ха эсир… а? Эпӗ куратӑп ӑна! — Ӑҫта вӑл? Тур ҫырлах! Хӑшпӗр чухне йывӑҫсем хушшинчен тинӗс курӑнса каять; тинӗс инҫетелле тӑсӑлса, ҫав вӑхӑтрах ҫӳлӗ те катмар стена евӗрлӗ хӑпарнӑн туйӑнать, унӑн сӑнӗ те ешӗл кӗмӗлӗн йӑлтӑртатакан ҫулҫӑсем хушшинче тата йӗпхӗм кӑвакрах курӑнать. Вӑл ман патӑмри халӑха пӑтратать, колхозран тухма хистет, ҫав вӑхӑтрах ӑна хӑйне, путсӗре, кӑларса ҫапма тытӑнса пӑх, — вӑл хӑй хыҫҫӑн ыттисене те сӗтӗрсе каять. Ваҫук хӑвӑрт салтӑнчӗ те шыва кӗрсе кайрӗ. Яланах тата пирӗн шӑп ҫав вӑхӑтра питӗ чӗрӗ, питӗ интереслӗ ка лаҫу хускалса каять те, эпир вара, шӑп-шӑпӑрт ларакан вӑрман хӗррисемпе май килнӗ таран ерипен утса, ҫулӑмӑра ирӗксӗрех тӑсма тӑрӑшатпӑр иксӗмӗр те. Вӑл хӑвӑрт сиксе тӑрса тумланчӗ те садри сывлӑмлӑ сукмак тӑрӑх кивӗ арман патнелле чупрӗ. Анчах ҫав тухатнӑ ункӑ тулашӗнчи пурнӑҫ вӗресе, хумханса, кӗрлесе тӑнӑ. Ку ӗнтӗ питех вырӑнлӑ пулчӗ, вӑл йынӑшсӑ яма тӑнӑччӗ ҫеҫ, унан пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: шӑл ыратать тесе ҫӑвар уҫсанах, мӑнакка ҫавӑнтах шӑла тӑпӑлтарса кӑларать, — ку, паллах, ыраттарать ӗнтӗ. Вӑл ҫирӗп шӑлӗсене йӗрсе ҫемҫен кулса илчӗ те малалла каларӗ: — Акциум патӗнчи ҫапӑҫура Антоний цезарь Октавиана парӑннӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн флотне тата командовать тӑвассине пӑрахса, хӑйӗн карапӗпе Клеопатра хыҫҫӑн кайнӑ, — лешӗ хӑраса ӳксе ҫапӑҫуран тухса тарнӑ пулнӑ. Голова хӑрах куҫсӑр: анчах хӑрах куҫӗ вара унӑн питех те чӗрӗ, усал вӑл, чипер хӗрарӑма таҫтанах курать. Пӗри, чӑнах та, урӑх ҫӗршывра илнӗ начарскер пулнӑ. Павел амӑшӗн тути ҫинчи кулла, вӑл тимлесе итленине, унӑн куҫӗ юратуллӑн пӑхнине курса ларчӗ, ӑна ӗнтӗ вӑл амӑшне хӑйӗн чӑнлӑхне ӑнлантарма пултарнӑн туйӑнчӗ те, ҫакӑ ун ҫамрӑк чун хавалне ҫӗклентерсе ячӗ, хӑйне хӑй ӗненме вӑй пачӗ. Эпир Анна Васильевнӑпа иксӗмӗр сире пӑхса ҫитӗнтерме ним те: укҫа-тенкӗ те, вӑй-хала та хӗрхенмерӗмӗр. — Eh, ma bonne amie, — терӗ князь ӳпкелесе, — эпӗ куратӑп, эсир ӑс-тӑнӑра нимӗн чухлӗ те улӑштарман иккен — ӗмӗрех ҫук хуйхӑшӑн кулянса йӗретӗр. Кашни тӑвайккирен анас умӗнех Аркадий Павлыч кучера витӗмлӗ сӑмах каласа вӗрентрӗ, ҫакна пула ӗнтӗ эпӗ манӑн паллаканни чылаях хӑравҫӑ пулнине тавҫӑрса илтӗм. Тӗттӗмрен хӑрамастӑп эпӗ. Хӑвна та пӗтӗмпех, пыршу-пакарту мӗнӗпех ҫӑтса ларттӑр пулатчӗ! Колхозран кӑларса сирпӗтетпӗр те акӑ, ун чухне вара кун пек мар варвитти ҫакланӗ! Мӗн тума пусрӑн? Пирӗн ачасен куҫҫулӗсене курсан, тӑшмансем макӑрнӑ-и? Ашшӗсене вӗлерсе тӑлӑха хӑварнӑ ачасене курсан макӑрнӑ-ши? Унта чупмалла-и? — Чуп — виҫӗ ҫӗҫӗ илсе кил! Ҫук, вӗҫесси мантикора йӑлинче мар — Бенедикт пичче сикекеннисен йӑлисене аван пӗлет. Эпӗ пуп ҫурчӗ ҫинелле пӑхса илтӗм. — Титок йӑл кулса ячӗ. Эп ун патне пынӑ чух Грушницкие сӳрӗккӗн итлетчӗ вӑл, лешӗ юри ҫутҫанталӑкпа савӑнатчӗ пулас, анчах хӗр мана курчӗ те, асӑрхаман пек пулса, хыттӑн кулма тытӑнчӗ (питех те вырӑнлӑ пулмарӗ). — Малалла ҫапла тухрӗ: пурнӑҫӑр сирӗн хаваслах пулмасть. Кӑнтӑрла ҫитнӗччӗ; тарҫи апат илсе кӗчӗ. Марья Николаевна пуҫне айккинелле пӑркаласа илчӗ. Ҫак ҫын чура сутуҫи Жозе-Антониу Алвиш пулчӗ. Ҫилӗ килнипе ним тӑваймасӑр, Кольхаун ӑна хыҫҫӑн ылханса юлнӑ. Хӑйне кирлӗ кӗнекесене суйлать те вӗсене пӗр калаҫса тӑмасӑр туртса илет! — Акӑ, куртӑр-и! — хӗпӗртесе кӑшкӑрчӗ Наталья, анчах упӑшки шухӑша кайса:— Вӗрентес пулать, — тесе хушса хучӗ. Тен, вӑл хӑй ҫине ҫапла тӑшманла пӑхнисен чӑн пӗлтерӗшне ӑнланайман, тен, мӑнкӑмӑллӑха пула вӗсене вырӑна хуман. — Итлӗр-ха, ку йӑлӑхтарса ҫитерет капла! — терӗм эпӗ вӗсене хыттӑн: — ҫапӑҫас-тӑк ҫапӑҫас, сирӗн ӗнерех калаҫса тӑранма вӑхӑт пулнӑ… Вӑл, хӑйӗн ҫыпҫӑнса ларнӑ пӳрнисене тутисем патне илсе пырса, вӗҫем ҫине вӗрчӗ те, сасартӑк, кресло ҫинчен сиксе тӑрса, Базарова каялла тавӑрасшӑн пулнӑ пек, хӑвӑрттӑн алӑк патнелле кайрӗ… — Сирӗншӗн пурте юлташсем — армянсемпе еврейсем те, австриаксем те, — пуриншӗн те хуйхӑратӑр, пуриншӗн те савӑнатӑр! — Ҫук, ку ҫаплах пулмалла. * * * Лашасем вӑрман хӗррине ҫитсе кӗчӗҫ. «Итле, паноче! — тет лешӗ хирӗҫ, мӑн сассипе. — Кунта, сирӗнсӗр пуҫне, нимӗнле йытӑ та ҫук, — терӗ доктор. Алексей юр ӑшне тарӑнраххӑн кӗрсе выртрӗ. — Сывӑ-и, улттӑмӗш! — илтӗнсе кайрӗ полковникӑн хулӑн та лӑпкӑ сасси. Никама та кирлӗ пулман ӗнтӗ ҫак команда, никам та итлемен ӑна. Анчах ҫав вӑрҫӑра ялан калакан сӑмаха вӗҫӗмсӗр каласа тӑни, темшӗн, Озеров капитан кӑмӑлне ҫӗклет, савӑнтарать. Джемма пукан хыҫӗ ҫине таянчӗ те, куҫхаршисене антарса, Пӑван ҫине пӑхса илчӗ. Уэлдон миссис та йытта лӑплантарма тӑрӑшрӗ. Хӑрах аллипе вӑл хӑйӗн туйине, тепринпе пӑхӑр савӑт ҫине вырнаҫтарнӑ ҫурта тытнӑ. Килне ҫит те шухӑшласа пӑх, эсӗ калакан пӑнчӑсем пулсан та Хӗвел ҫинче мар, сан куҫӑнта пулма пултараҫҫӗ, — тенӗ. Эпӗ капитанран: карап ҫинчен ман ещӗк курӑннӑ вырӑн ҫывӑхӗнче тӗлӗнмелле пысӑк кайӑксем вӗҫсе ҫӳренине асӑрхамарӑр-и? — тесе ыйтрӑм. Ку вӑл эпӗ. Пӗррехинче тепле эпӗ сирӗн шкулти хӗрачапа калаҫрӑм, вӑл мана: «Григорьев — пултаруллӑ ҫын» тесе каласа пачӗ. Акӑ сана пултаруллӑ — Диккенса вуламан! Эпӗ ӑна Диккенса вулани, Урия Гип пирки ҫеҫ вуламанни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ, анчах та лӑп та шӑп ҫак самантра оркестр выляса ячӗ, хамӑрӑн физкультура учителӗ (ӑна пурте Гоша тесе чӗнетчӗҫ) Катьӑна хӑйпе ташлама сӗнчӗ, эпӗ каллех пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑм. Вӑл килте пуринпе те хӑйне пӗр тикӗс тытатчӗ, нихҫан ҫынна малтан чӗнместчӗ, ыйтнисене хирӗҫ темле ӑраснах ҫепӗҫӗн те кӗскен ответлетчӗ. Катя пысӑкланса ҫитрӗ ӗнтӗ, романсем питӗ нумай вулать, вӑл часах качча тухма пултарас шухӑш мана халь шӳт пек туйӑнмасть ӗнтӗ; анчах Володя та пысӑк пулсан та, вӗсем туслӑ мар, пӗрне-пӗри кураймаҫҫӗ те пулас. — Эпӗ шухӑшласа тупрӑм! — Ну, пӑх-ха ӗнтӗ: ӑҫтан инженер пултӑр санран? Чӗрӗк сехет хушши утсан — урасем итлеми пулаҫҫӗ, манӑн вара ларса канас пулать, апла пулман пулсан, эпӗ сирӗнпе пынӑ пулӑттӑм… — Пире хӑйсем пытанса ларнӑ ҫӗре астарса кӗртес тесе мар-и? Чӑлахлатса ячӗҫ-и? — Ял Совет уҫҫисене пар-ха мана, — ыйтрӗ Макар. Анчах ҫынни хускалмарӗ. Апла-тӑк пире ҫар форми кирлӗ мар. Ӑна тата та тачӑрах хуптӗрлесе илнӗ; купецсен пичӗсем хаярланарах панӑ. Резников вирлӗн ҫапла каласа хунӑ: — Ан шавла, ан аташ! Тӗнчере вара пӗтӗмпех хӑй еккипе пырать-и-ха?! «Кур акӑ, эпир санӑн ывӑлна епле ӑса вӗрентетпӗр! Тепӗр кунне, король майри хушнипе, ҫав кантӑр кайӑкне пӗҫерсе мана кӑнтӑрлахи апат хатӗрлесе пачӗҫ. Санин ура ҫине сиксе тӑчӗ, анчах Марья Николаевна: — Ларӑр, ларӑр, выльӑрах. Ҫавӑнпа вал нимӗн те шарламарӗ, анчах хӑй шутсӑрах ҫирӗпленчӗ. Пысӑках мар сӗтел хушшинче Хрисанф Чернокозов, ҫӑра куҫхаршисене пӗрсе, «Правда» хаҫат вулать. Пӗр лаши ҫухалнӑ… Таврара тупӑсем кӗмсӗртетме тытӑнчӗҫ, полк участокӗнче халӗ те-ха шӑп. Вӑл: «Эпӗ сана та, ӑна та вӗлеретӗп», — терӗ. — Мӗскер тӗлӗкӗ унта, мистер Морис! Вӑл чӑн-чӑнах ҫӗлен пулчӗ. — Мӗншӗн пӗр-пӗрне хӗрхенмесӗр, Чиппатола господинӑм! Ежова пӑрахут ҫинче пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑнах темӗнле сӑлтавпа хуларан кӑларса янӑ. Вӑл киленсе кайсах сире персе пӑрахнӑ пулӗччӗ. Арӑм иккӗмӗш талӑк асапланать, ниепле те ҫуратаймасть. Карчӑккипе иккӗшӗ ӑна, тирне сӳсе тирпейлеме майлӑрах пултӑр тесе, каштаран ҫакса ярасшӑн пулчӗҫ; чылайччен асапланчӗҫ, анчах нимӗн те тӑваймарӗҫ (мӑнтӑрланса кайнӑ пӑру йывӑр!), карчӑк, пӑрӑва кайри пӗҫҫинчен тытса ҫӗкленӗ чухне, пилӗкне хускатрӗ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара чир-чӗртен сиплекен карчӑк унӑн ҫурӑмӗ ҫине эрнипех пӗчӗк чугун ӳпӗнтере-ӳпӗнтере лартса аппаланчӗ. Чӗри вара тимӗр хӗскӗчпе турта-турта вакланнӑ пек каскаланчӗ. — Ик тӗрӗке вӗлертӗм; халиччен эп шӑнана та тивменччӗ… Унӑн хӑйӗнех темиҫе хырӑм пулӑ, тата тепӗр икҫӗрӗшне ӑна пӗр заповедник панӑ. — Эпӗ мулсен хыҫӗнчен ҫӳретӗп, — терӗ лешӗ. — Тӳррипе калатӑп, тӗлӗнмелле хӗр вӑл, — терӗ те именчӗклӗн хӗрелсе кайрӗ, ҫавна пула мана куҫран пушшех хӑюллӑрах пӑхрӗ: — вӑл ҫамрӑк мар ӗнтӗ, ватӑла пуҫланӑ теме те юрать, илемлех те мар, анчах мӗнле ухмахла тӗлсӗрлӗх вӑл илеме юратасси! — эпӗ ҫакна ӑнланма пултараймастӑп, ҫав тери тӑрлавсӑрла ку (ҫакӑн ҫинчен вӑл тӗлӗнтерекен ҫӗнӗ чӑнлӑха тин кӑна хӑй тупнӑ пек калать), унашкал чун, чӗрӗ тата йӗркене ҫирӗппӗн пӑхӑнни… эпӗ пӗртте иккӗленместӗп, ун евӗрлӗ хӗр хальхи саманара тупаймастӑн (хальхи саманара лайӑххи сайра тӗл пулать, тесе калаҫма Дмитрий камран вӗреннине пӗлместӗп, анчах вӑл ҫак сӑмахсене час-часах калама юратать, тата теме пула ҫакӑ ӑна килӗшет те). Эсир пире сӗнекен ирхи апат мана ӗмӗтри пек, пулман япала пек, химеро пек туйӑнать! Мускава каякан кашни ҫынпах вӑл ӑна валли чечексем, ҫырла, шоколад парса янӑ, кӗске запискӑсемпе вӑрӑм ҫырусем ҫырнӑ, вара хӑйне палланӑ тӗслӗ конвертсем тыттарсан, чунтан савӑннӑ, шӳт тунӑ. Хирӗҫ каласа пӗтерсен, хӗр капитана пит ӳпкеленине тата йӗрӗннине палӑртакан куҫпа пӑхса, виҫсе илчӗ те каллех каретӑри минтерсем ҫинелле кайса ларчӗ. Пӗри турта ҫумне вӑлашка кӑкарнӑ та, вӑлашка ҫинче ларса тарать. Ҫын ӗҫлет, темиҫе ҫӗр ҫынна ҫӑкӑр ҫитерет, ҫӗрӗн-кунӗн ӗҫ ҫинчен шухӑшлать, ӗҫшӗн тӑрӑшнипе хӑйне те курмасть, нимӗн те туймасть, ҫав вӑхӑтрах темле ухмах: ӗҫ хуҫа ӑсӗпе мар, хӑйӗн вӑйӗпе пурӑнать, тет. Пӗри, зуавски мундир тӑхӑннӑскер, лутра пӳ-силлӗ, сарлака хулпуҫҫиллӗ французӗ хӗҫне туртса кӑларчӗ те шӑтӑк-путӑк урлӑ сике-сике каҫса пуринчен те малтан чупса пычӗ. Е хамӑн аманнӑ урана пӑхсан, хам хӗвтесӗр те ҫапӑҫу хӑвачӗсӗр пулса тӑни ҫинчен шухӑшлатӑп, пире хупӑрлакан акӑш-макӑш пысӑк мӗлке тӑван ҫӗршыва хупӑрласах килет, халь акӑ вӑл пирӗн хыҫран хамӑрӑн аташнӑ поезда йӗрлесе пырать. — Кубанелле ҫул тыт эппин, — терӗ ӑна Цимбал. Ма вара? Федотка ун ҫине куҫне чарса пӑхрӗ, анчах, куллине кӑтартас мар тесе, ҫӑварне аллипе хупларӗ. Туземецсем сӗрекепе хӑвӑрт кӑларса пычӗҫ. Вӑл хыттӑн кӑшкӑрма пуҫланӑ. Шыв чакнӑ вӑхӑтра арканнӑ карап патне ҫитме май ҫук-ши тесе пӑхмаллаччӗ, — унта пӗчӗк ушкӑна кирлӗ чылай япала юлнӑччӗ-ха. Чӑннипех те Степан-шим вара? Аллине усса, выран пӑтне ҫитсе пӗшкӗннӗ самантра унӑн куҫӗ ҫуттӑн йӑлтӑртатрӗ. Оленин хваттерӗ станица хӗрринерехех пулнӑ. Фома, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклесе илнӗ те, ун патнелле утнӑ… — Марина кровать тӗлӗнчен Андрей ҫинелле тарпа вӗри ӳт шӑршине варкӑштарса утса иртрӗ. Ҫакӑн пек хуйхӑллӑ ӗҫ пулса иртнӗ хыҫҫӑн Тасман ҫавӑнтах якӑрне илме хушнӑ. Манах сӑмах тӗртнине ӑнланмарӗ; вӑл, черккене ҫӑварӗ патне илсе пырса, чӗлхине эрех ҫине чиксе кӑларчӗ те, тутисене ҫулласа илсе, йывӑҫ пек хытӑ сӑмахсемпе малалла каларӗ: — Тихона та такам кӳрентернӗ, ҫавӑнпа вӑл, пачах ҫука кӑларнӑ ҫын пек, пуринчен те уйрӑлса кайнӑ… Ӑна тытса трюма тултарасси ҫав тери илӗртӳллӗ. — Ҫывӑрма? Лукерьйӑна алран вӗҫертесси саншӑн та, маншӑн та питӗ ҫӑмӑл пулнӑ вӑл, мӗншӗн тетӗн эсӗ? Хӑвӑрт! Сасартӑк ун пуҫне пӗр шухӑш пырса кӗнӗ: — Пӗлетӗп мӗн тумаллине, мӗншӗн хӑтланса пӑхас мар? Похода ҫул ҫитнӗ-ҫитмен кайнӑ офицерсем вӑрҫӑ хирӗсенче ҫитӗнсе хӗрессем ҫака-ҫака таврӑннӑ. Хамӑр ҫын, мӗскер эсӗ! Ҫак самантра тимӗрҫӗ ҫав тери пысӑк михӗсем умне кукленсе ларчӗ те, вӗсен анисене хытӑрах туртса ҫыхса, ҫурӑм ҫине йӑтса хума хатӗрленчӗ. Анчах ун шухӑшӗсем таҫта аякра вӗҫсе ҫӳрени паллӑ ҫав; унсӑрӑн вӑл йӑлтах илтнӗ пулӗччӗ; хӑйӗн ҫӳҫне михӗ анипе пӗрле пӗтӗрсе ҫыхнӑ пирки Чуб хытах чашкӑрса илнине те, пысӑк кӗлеткеллӗ голова хытах иклетме пуҫланине те илтнӗ пулӗччӗ. Луиза Пойндекстерӗн кӑмӑлне пит лайӑх пӗлсе тӑман пулсассӑн, Кольхаун ӑраснах хумханас та ҫукчӗ пулӗ; — Кӑшкӑрт, Николай, хытӑрах! Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре ятлӑ ҫынсем пурте пухӑннӑ пулнӑ, халӑх ушкӑнӗ йывӑҫ, кирпӗч тата ҫӗр куписем тавра кӗпӗрленсе тӑнӑ. Воеводӑн тарҫисем йышлӑ пулнӑ пирки ҫакӑн хыҫҫӑн ку ҫурт ҫывӑхӗнчен иртсе кайма хӑрушӑ пулса тӑчӗ. Павел пушӑ ларакан тенкел патне утма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, Цветаев ӑна чарчӗ: — Корчагин! Ҫак ӗҫе пуринчен те ытларах Джон Мангльс хӑй ҫине илесшӗн. Анчах та ку тӗлте унччен чӗнмесӗр тӑнӑ Айртон калаҫма пикенчӗ. Кунта эпӗ пӗччен пуҫпа нумай шухӑшларӑм та ӳкӗнтӗм. Халӗ ӗнтӗ мана ӗҫкӗпе илӗртеймӗн. Вӑл ӗнтӗ ватӑлас енне сулӑннӑ мӗнпур художниксем пекех Рафаэле тата ытти авалхи художниксене ырлама пуҫларӗ, кӑна вӑл вӗсен картинисен тивӗҫлӗхӗсене пӗлсе ҫитнипе мар, вӗсемпе ҫамрӑк художниксене намӑслантарас тесе сапла турӗ. Вӑл ӗнтӗ, ҫак ҫулсене ҫитнӗ ытти ҫынсем пекех, ҫамрӑксене пурне те хӑвӑра тытма пӗлместӗр, ытла ирӗк шухӑшлӑ ӳсетӗр тесе вӑрҫрӗ. Аллӑ пус тӑрать, вашескороди… ӗҫленӗшӗн… — Асту: кирлӗ тӗле тӗллеместӗн! — асӑрхаттарчӗ шӑллӗ. Арӑмӗ, ун ҫине лӑпкӑн пӑхкаласа, нимӗн те чӗнмен. Ман чӗрере халиччен мӗн пулса иртнине мӗншӗн пӗлмеллеччӗ сирӗн? Тепӗр ирхине вӑрансан, эпӗ йӗри-тавра пӑхма пуҫларӑм. Эпӗ парӑм тӳлессине пӑртак тӑхтама ыйтнине хирӗҫ лавка хуҫийӗ хӑйӗн, хӑпартнӑ икерчӗ пек тачка, ҫулӑ аллине ман паталла тӑсрӗ те: — Чупту — кӗтетӗп! — терӗ. Чӑнах та… Пӗр вӑхӑт хушши нимӗн шухӑшламан пиркиех — тӑн сапаланса кайнӑ пек пулнӑ вӑхӑтра — хресченӗн вунҫичӗ ҫулхи ывӑлӗ, ватӑ ашшӗ ҫывӑрса выртакан сак ҫывӑхӗнче тин ҫеҫ хӑйранӑ пуртӑн ҫивӗчӗшне тӗрӗслекенскер, сасартӑк пуртине сулса ярать те касса татнӑ мӑйран сак ҫине юн йӑрӑлтатса юхнине тӑмсайла пӑхать; пуҫра шухӑш ҫукран тата инстинктла интересленӳ пиркиех этем чӑнкӑ ҫыран хӗрринех пырса тӑрса, аялалла сиксен мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшланинче киленӳ тупать, е авӑрланӑ пистолета ҫамки тӗлне тытса, гашетка ҫине пуссан мӗн пулӗ-ши? тесе шухӑшлать, е мӗнпур ҫынсем йӑпӑлтатса хисеплекен мӑнаҫлӑ ҫын ҫине пӑхса, ҫапла шутлать: эхер ун патне пырса, сӑмсинчен тытнӑ хыҫҫӑн: «Ну-кӑ, савнӑ ҫыннӑм, каяр» тесе каласан мӗн пулӗ-ши? — Ман пирки. Стена ҫинчен ӳксе аманнӑ-и? Кӑмакари вут пӗрре ялкӑшса каять, тепре сӳнет, хӗрлӗ ҫулӑм вӑрӑммӑн чӑлханса, кӑвак тӗтӗм пулса явӑнать. Павкӑна вӑл такам унран кулса чӗлхине кӑларса йӗкӗленӗ пек туйӑнать. Апла пулсан, пӑхса тухӑр, кӑмӑл килнӗ таран танлаштарӑр, сӑмахсене улӑштарса лартӑр, вара пӗлетӗр эсир: ҫӗршыв ҫинчен вӗсем пӗрре те асӑнса илмен. Варринче — тӗттӗм те канӑҫсӑр курӑнса тӑрать, — юхать, анаталла васкать. Тата кӗрешме питӗ юрататчӗ; ун патне вӑйлӑ ҫынсене Тулӑран, Харьковран, Тамбовран, пур ҫӗртен те илсе пыратчӗҫ. Салтаксем те адъютант ун ҫине мӗнле кӑшкӑрнине илтрӗҫ акӑ. Ҫапах та ун ҫине пӑхса, ӑна мӗн тери хӑрушлӑхсем ҫавӑрса илни, ӑна мӗн тери намӑсла вилӗм кӗтни ҫинчен шухӑшласан, хӗрхенӳ туйӑмӗ манӑн чӗрене хӗссе илчӗ. Вӑл пур енчен те иртнӗ вӑхӑт ҫынни. Вӑл чупнӑ майӑн пӗр чарӑнмасӑр, эпӗ ответлессине кӗтмесӗрех павраса пырать, эпӗ ӑна ответлеме те пултараймастӑн. Кашниннех чӗри сиксе тухас пек тапать, ҫынсем чӑтса тӑрайми пулчӗҫ. Урисен айӗнче ҫӗре ҫухатнӑ вӑкӑрсем фургона хӑйсемпе сӗтӗрсе, айӑккине сиксе ӳкрӗҫ. — Мӗн эсӗ, мӗн эсӗ, ухмах, тӑнран тухнӑ-им? — тесе васкасах пӳлчӗ ӑна тачки. — Анчах та ӑна халӗ никам та ун пек чӗнмест, ӑнлантӑн-и? — Атте ҫавӑнта!.. — терӗ вӑл татах. А, сире никам та пӗлмест. — Капла эсир мана табаксӑрах тӑратса хӑваратӑр… — эхлеткелесе илчӗ хыткукартарах Банник. Персе пӑрахасси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть! Акӑ ӗнтӗ Фома, хыҫалалла туртса ҫыхнӑ алӑллӑскер, вараланчӑк савӑт-сапасемпе, ӗҫкӗ-ҫикӗ юлашкийӗсемпе тиенӗ сӗтел хушшинче пӗчченех ларса юлнӑ. Ватӑ аннӗр паян сирӗн пата килме Иркутскран поездпа тухать. Коридор тӑрӑх унталла-кунталла ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӑл палатӑна таврӑнчӗ, чӳрече умне ларса ҫӑкӑр ҫемҫине йӑваласа мӗн те пулин тума тытӑнчӗ, анчах ҫавӑнтах вырӑнтан сиксе тӑрса каллех тухса кайрӗ. Ҫапах та март вӗҫнелле хамӑн документсене пуҫтартӑм та Осоавиахим Советне ярса патӑм. Документсем ҫумне тата хама летчиксен Ленинградри шкулне яма ыйтса ҫырнӑ хута та ҫӗлесе хутӑм. — Вунпӗрте. — «Пурте урӑхла, — татса-татса малалла каларӑм эпӗ, — пулма пултарнӑ тесе шухӑшлама та йывӑр. Шӳтлени вӑл пӗр минутлӑх ҫеҫ, анчах та вӑл пӗр сехетлӗх вӑй парать. Эпӗ хамран хам ыйтатӑп-ха… мӗншӗн ҫакна пурне те калатӑр-ха эсир мана? Эпир ҫӗҫӗсемпе ҫур ҫӗрчченех чаврӑмӑр пулас, йытӑ пек ывӑнтӑмӑр, алӑсем хӑмпӑланса тухрӗҫ, анчах ӗҫӗ ӳсӗнни курӑнсах каймасть. Мана ун вӗри ҫан-ҫурӑмӗнчен ӑвӑспа ладӑн шӑрши кӗнӗ пек, вӑл часах вилсе каяс пек туйӑнатчӗ. Вӑл аялти шалпар кӗпе аркине брюки ӑшне пуҫтарса чикнӗ, тӗттӗмрех ҫӗрте вӑл, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑскер, питӗ маттур пек курӑнать. — Палашкӑна мӗншӗн хупса лартмалла пулнӑ тата? Ахальтен мар ӗнтӗ ун лашине хӗрӗнекенсем чылай пулнӑ та, май килмен. Леноре фрау вӑл килнӗшӗн хавасланчӗ те, хӑрарӗ те. Пӗр самантлӑха вӑл паҫӑрхи кӗрен кӗпеллӗ дворнике пӑшӑрханса асне илчӗ, анчах ыйхӑпа, ывӑннипе, шӑрӑхпа йывӑрланнӑскер, вӑл тӑма пултараймарӗ. Кӑвак кӑна ҫӳлӗ сӑрт ҫинче илемлӗ гранитсемпе касса юри туса лартнӑ пек курӑнать ҫав хула. — Рра-айсь! — командӑларӗ Слива. Часах тӑвӑл ҫывхарса ҫитрӗ, таркӑнӑн пуҫ ҫийӗпе хаяр аслати кӗмсӗртетрӗ, унтан таҫта ҫитсе чӑмрӗ. Старикпе пӗрле ӗҫсе ҫинӗ хыҫҫӑн ӑна ӑшӑ та савӑнӑҫлӑ пулса кайрӗ, вара Оленин крыльца ҫине тухрӗ. Вӑл тавӑрӑнма ӗлкӗрет пулӗ, тен. Ним тума аптраса ӳксе, кӗтмен хыпара илтнипе тӑнран тухса, чӗри чиксе ыратнине туйса, вӑл Варя аллине шарламасӑр чӑмӑртарӗ, вара, кӑшт каялла чакса, унӑн пӗшкӗртнӗ йӗп-йӗпе пичӗ ҫине ним калама пӗлмесӗр пӑхса тӑчӗ. Озеров капитан ҫӗрӗпех батальонсенче ҫӳрерӗ. «Нимӗҫсем» сӑмах вырӑнне «германецсем» тесе Павел Петрович тӑрӑхласа каларӗ, анчах ӑна никам та асӑрхамарӗ. — Парижран. Ку ӑнланмалла мар. Океанран океана ҫитиччен ҫул тӑрӑшшӗпех пӗр гостиница та тӗл пулаймастӑн, ҫитменнине тата харчевньӑсем те ҫук. Мӗне пуҫтарӑймӑн-ха ҫак? — Ытла нумаях мар. Вавжон, Марыся умне пӗшкӗнсе, чӗркуҫленсе ларать. Уйӑх ҫути шурӑ тӳшек ҫиттине татах та шуррӑн кӑтартать, портретӑн хӑрушӑ куҫӗ тӳшек ҫитти витӗрех ҫутӑлса тӑнӑн туйӑнать. Мӗн, Блоха, — тесе хушса хучӗ вӑл хыттӑн, — сирӗн патӑрта ҫӑкӑр тупма пулать-и? Авӑ, Кӑвакки кӗҫех кӑпӑка ӳкес пек пырать. Яланах чӗнместчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн кӑна анраса кайса пӗр-икӗ сӑмах хушкалатчӗ. — Эпӗ пур, ухмах, сана, аҫа йытта, кӑвакарнӑ пулин те юратса пӑрахнӑччӗ! Аслӑ Канаш кӑна туртма ирӗк парать, ҫулталӑкра вун икӗ хут ҫеҫ, Хавра ҫулҫисене ҫав ҫуртра чӗртсе йӑсӑрлантараҫҫӗ. Вӑл пире курас та ҫук: вӑл яланхи пекех ӳсӗр халь. — Эпӗ куна манас ҫук, — терӗ Джемма сӑмахсене уйӑрарах каласа, унтан тепӗр хут Санин ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те ҫаврӑнса ларчӗ. — Вырӑсласкер. «Халӗ, юлташсем, юлашки сыпкӑма чапшӑн тата тӗнчере пурӑнакан мӗнпур христиансемшӗн ӗҫӗр!» Шӑрпӑк сӳнчӗ. Жалюзине! Креслона кунтарах шутарӑр. Анчах вӑл темшӗн ним те чӗнмерӗ. Сулахай енче автомат сасси шӑтӑртатса илсен, пульӑсем пӗр-пӗрнӗ хӑваланӑ пек, кӗрхи типӗ сывлӑшра шӑхӑрса иртсе кайсан тин, вӗсем шикленсе, окопран пуҫӗсене кӑларса пӑхрӗҫ. Унӑн ыйтӑвӗсем ҫине ответ парса, мисс Гленарван ӑна документсем ҫинчен каласа пачӗ, тата вӗсем ҫинче мӗн ҫырнине пӗлтерчӗ. Темскер хурлантарнӑ хӗре; вӑл макӑрма пуҫлать. Пӑхать: ун патне ҫав тери хӑрушла хура кушак йӑпшӑнса пырать; ҫӑмӗ шӗл-кӑвар пек ялкӑшать. Туянма туянчӗ ҫӑмне, сутма — ӑсӗ ҫитеймест, ҫамрӑк-ха. Тӑхӑр сехетре ҫав кунсенче пӗтӗм тӗнче итлесе, пӗлсе тӑнӑ диктор 0борона Халӑх Комиссарӗ Майӑн пӗрремӗшӗ ячӗпе кӑларнӑ приказа вулама пуҫларӗ. Эпӗ вӗсем татах килеҫҫӗ пуль тесе шутларӑм, ҫавӑнпа пуҫтармарӑм. Цанко ҫав хушӑра тӗрӗксем валли апат хатӗрлекен арӑмӗ патнелле кайрӗ. Салтаксем камерӑран тухса кайма пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсене Монтанелли сасартӑк кӑшкӑрса яни чарчӗ. Вӗсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те: кардинал пӗшкӗнсе, Пӑвана ҫыхса хунӑ чӗнсене тишкернине курчӗҫ. Ҫав уйсенче ӗнтӗ икӗ ял ҫулсеренех хӑйсен йӑранӗсем пирки тухакан тавлашӑва юнлӑ ҫапӑҫусемпе татать. Вӑл никам пурӑнман пушӑ сӑрт тӳпинче ҫын шӑнса ларнӑ вӑхӑтри хӗллехи каҫӑн уйӑх ҫуттийӗ евӗр туйӑнать. Вӗсем пӗр енчен ҫеҫ пурте пӗр шухӑшлӑ пулчӗҫ: ман пек чӗрчун ҫутҫанталӑкӑн йӗркеллӗ законӗсем тӑрӑх ҫут тӗнчене ҫуралма тивӗҫлӗ мар, мӗншӗн тесен хама хам сыхлама пултараймастӑп: хӑвӑрт чупма е йывӑҫсем ҫине хӑпарма, е ҫӗр айне шӑтӑк чавса кӗме пӗлместӗп. Крэнкбилӗн юристла ӑс-хакӑл, пулман. Питӗ ҫиес килекен пулнипе вӗсем вӑранса кайнӑ. Ӑнланаймастӑп. — Курӑпӑр-ха, мӗн пулать унта. Тавралӑх шӑпланчӗ. «Эпир, матушка, — терӗ вӑл ӑна, — Енюшка малтанхи хут килсен ӑна йӑлӑхтартӑмӑр пулас кӑштах, халь ӑслӑрах пулӑпӑр». Пысӑк сӗтел хушшинче ҫамрӑксем апатланаҫҫӗ, вӗсен хушшинче Грушницкий те пур. Монтанелли ун ҫине савӑнса пӑхать. Салампа Александр Григорьев. — Мишка! Тепӗр пуля урине чӗркуҫҫирен ҫӳлерех лекрӗ. Вӑл ҫынра темле кӑмӑла каймалла, чуна хускатмалла айванлӑх, витӗр курӑнса тӑракан, ачалла ҫепӗҫлӗх пурччӗ; вӑл мана ытларах та ытларах кӗнекесенче ҫырса кӑтартакан ырӑ мужике аса илтеретчӗ. Титок… ыран…» — Ҫапла, ҫанталӑк пӑсӑлса кайрӗ ҫав, — тесе хутлансарах ларчӗ Дегтярев. Апла пулсан — ху та пурӑн — ыттисене те пурӑнма пар… «Тӑхтӑр-ха, тӑванӑмсем! — Пуҫласа илтетӗп, каласа пар. Чӗтрекен аллипе чӳрече янаххи ҫумне тӗренчӗ те вӑл, шурӑхса кайнӑскер, пуҫне каҫӑртса ним хускалмасӑр ҫӳлелле пӑхса тӑчӗ. — Апла пулсан, ҫак крушени айӑпне эсир дикарьсем ҫине хумастӑр. Пурнӑҫ вӑл — ахӑравлӑ тӑвӑл, кашнийӗннех унра хӑйне валли ҫул тупма пӗлмелле… ӑҫта вӑл — ҫав ҫул? — Эс ху ӑҫта ларатӑн? Ирхине тӑхӑр сехетре, вуник сехет пӗр чарӑнмасӑр утнӑ хыҫҫӑн, таркӑнсем вуникӗ миль кайрӗҫ. Левшов ҫырми урлӑ йӗре-йӗре ишрӗм, ҫапах та ишсе каҫрӑм-каҫрӑмах. — Аттене пытартӑмӑр. — Мӗншӗн-ха, Паганель? — Кайӑпӑр, кайӑпӑр хӑҫан та пулин. Анчах, командӑран хӑшӗ пире парӑннине пӗлмесӗр, эпир малтан нимӗн тума та йышӑнаймӑпӑр. Сӗтел хушшинчен амӑшӗ сӑнлӑ, яштака пӳллӗ те чиперскер, Тимофей тӑрса тухрӗ. Анчах ман шутпа вӑл хӑй чухӑн пирки ҫеҫ пуп пек пулнӑ, чӑннипе вара турра ӗненмен. Атӑ сӑмсисемпе юр ӑшнелле пусса, вӑл хуллен чиркӳ кӗтесӗ хыҫнелле утса карӗ, эпӗ ун хыҫҫӑн пӑхса, хӑраса, салхуллӑн шухӑшлатӑп: чӑнах та шӳт турӗ-ши ку старик, е ӑна хуҫа мана сӑнамашкӑнах янӑ-ши? Вӗсем кайрӗҫ! Пӗтрӗҫ!.. Разметнов, кӗҫех Лапшинова ҫӗклесе тӑратса, килхушшинчен тӗртсе кӑларса ярасшӑнччӗ, вӑл: «Эсӗ агитацилесе ан тӑнӑ пултӑр, унсӑрӑн…» тесе кӑшкӑрма та ӗлкӗрнӗччӗ ӗнтӗ, ҫав самантрах крыльца ҫинче, Демка карлӑк ҫумне сӗвенсе тӑнӑ ҫӗрте, сасартӑках шӑв-шав, тӗркешӳ тапранчӗ… Джек кунта килчӗ, сана вӗлернӗ пулмалла терӗ, мӗншӗн тесен эсӗ киле таврӑнман; эпӗ вара сулла тӳрех юханшыв варрине антарма хатӗрлентӗм, чӑнах та вилни ҫинчен Джек тепӗр хут килсе пӗлтерсенех, кунтан ларса каяс терӗм. Эпӗ цырульнике хам сухалӑн ҫуррине хырнӑшӑн кӑна икӗ червонец паратӑп. Ҫамҫе-ха эс, пиҫӗхсех ҫитмен-ха ҫанӑн чӗрӳ… Апла ҫеҫ хӑтлантӑмӑр-и ҫав каҫхине! — София хулине пырса кӗнӗ кун… — Вӗсен шухӑш таврашӗсем кунта, килте те пӗрех-ҫке ха? Вӑл пукан патне пырса тӑчӗ, пуканӗ ҫирӗп маррине тӗрӗсленӗ пек, ӑна йӗри-тавралла пӑхрӗ, юлашкинчен ларчӗ те, ҫӑварне аллипе картласа, анасласа илчӗ. Пӗлсех тӑрӑр, туберкулез вӑл — тӗрӗслевлӗ чир. Пацюкӑн ӗнтӗ чӑмласа ҫӑтассисӗр пуҫне урӑх ним ӗҫ те ҫук. — Ӑнлантӑн-и эсӗ? Желонерсен офицерӗ Ковако поручик, паянхи кунӑн тӗп паттӑрӗсенчен пӗри, лаша утланнӑ та ҫав йӗр тӑрӑх, ӑна тӳрлетсе те тикӗслесе, каллӗ-маллӗ вирхӗнтерсе ҫӳрет, чӗлпӗрне лӑнчӑ янӑ, ухмахла кӑшкӑрашса сиктерет, калпакӗ ӗнси хыҫнех анса ларнӑ, ытла тӑрӑшнипе хӑй чӑм шыва ӳкнӗ те хӗп-хӗрлӗ хӗремесленнӗ. Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл? — Камсем пулнӑ-ха ҫав геройсем? — тесе ыйтрӗ Мэри Грант. Цирксем тунӑ, стенасем хӑпартнӑ чухне Магацитлсем япаласене йӑтакан улӑпла машинӑсемпе усӑ кураҫҫӗ, вӗсене ӳсен-тӑран вӑррисен вӑйӗпе ӗҫлеттереҫҫӗ. Чӑн та ӗнтӗ, эпӗ ун ҫинчен ӗнер анчах пӗлтӗм. — Ҫапла, господин капитан! Эпӗ яланах сирӗн ҫӗршывӑра кӑмӑлланӑ, ун ҫинчен хамӑрӑн нацисем пек мар, урӑхла шухӑшласа пурӑннӑ. Ҫак арканчӑк шӑмӑсем ҫур сехет каярах кӑна сиксе ҫӳрекен, хӑваласа кӑшкӑракан, тулли пурнӑҫлӑ ҫамрӑк пӑлансем пулнӑ. Сасартӑк вара вӑл мӗне пӗлтернине пач манса каяттӑм, унтан аса илме тӑраттӑм — ниепле те аса илейместӗмччӗ. Уҫланкӑра ачасем вылянӑ; ытти арҫын ачисем пурте пекех Синопӑран аслӑрах та вӑйлӑрах пулнӑ. Асамҫӑ хайхи, пуҫне каснӑ ача кӗлеткине аллисемпе ҫатӑрласа тытрӗ те, кашкӑр пек юн ӗҫме пуҫларӗ… Скарлатинӑпа чирленӗ хыҫҫӑн Лизабет хӑлхасӑр пулса юлнӑ-ҫке, Гек, пачах илтми пулнӑ, эпӗ вара ӑна ҫав тери кӳрентертӗм! Вӗсем туртма тытӑнчӗҫ. Мӗнле… — Аркадий! — илтӗнчӗ хыҫри тӑрантас ҫинчен Базаров сасси: — шӑрпӑк парса яр-ха ман валли, чӗлӗм тивертме ҫук. Вӑл пуҫне пӗр еннелле чалӑштарса, юнашар пӳлӗмре кӑштӑртатнине итлесе, пӗтӗм кӗлеткипе кӑрт-кӑрт сиккелесе тӑчӗ. Пуҫ ҫийӗпе, тӗттӗм-кӑвак пӗлӗтре, каҫхи бомбардировщиксен пӗчӗкҫеҫ тӗксӗм мӗлкисем пӗрин хыҫҫӑн тепри кӑнтӑралла ярӑнса иртрӗҫ. Хунавӗсем, пысӑкран пысӑк тата ҫӑра ӳссе, хӑйӑрлӑ ту айккинчен тростникпе хупланнӑ сарлака шурлӑх патне аннӑ. Шурлӑх урлӑ пролива пырса кӗрекен пӗчӗк ҫырмасенчен пӗри юхса выртать. Хӑй мӑкпа витӗнсе ларнӑ тӑватӑ десятин ҫӗре памарӗ те, сутма та килӗшмерӗ. Ҫак сӑмахсене каласа Джон, ҫамки ҫинчен усӑнса аннӑ ҫӳҫ пайӑркине аллипе чаплӑн шӑлса илчӗ, кунта эпӗ ӑна тӗнчери чи ырӑ ҫын вырӑнне хутӑм. Халӗ ӗнтӗ ӑна сиртен илсе кайма та шӑпах вӑхӑтлӑ. — Эпӗ хӗрарӑмсемпе кӗрешместӗп, — терӗ Говэн. Статуэтка айне: «Сыхланӑр, колбасниксем!» тесе ҫыратӑп. Вӑл манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ытти чӗрчунсен тирӗпе тата ҫӑмӗпе витӗнсе тӑни ҫинчен, эпӗ калаҫма пӗлни тата гуигнгнмсен чӗлхине вӗренсе ҫитни ҫинчен, эпӗ вӗсен ҫӗршывне мӗнле событисене пула килсе тухни ҫинчен, вӑл мана тумтирсӗр чухне курни ҫинчен, эпӗ каснӑ-лартнӑ еху евӗрлӗ пулни ҫинчен, анчах манӑн ӳтӗм шурӑрах та ун ҫинче ҫӑм сахалтараххи ҫинчен тата манӑн чӗрнесем кӗскереххи ҫинчен каласа панӑ. — Чунӑмҫӑм, мӗнле-ха ку капла? — Анчах, малтанласа эпӗ ӑна шайласа илеймен, пӗлетӗр-и мӗншӗнне? Ку ҫыруне, эпӗ каласа панипе, Алексей пӗлекен Вера Гавриловна, Алексей хыҫҫӑн полкра халӗ те Метеорологи сержанчӗ тесе чӗнекен хӗр ҫырать, тенӗ. Унтан вӑл абрикосран йӗрӗнекен пулса ҫитнӗ. — Морис Джеральд, — терӗ палламан ҫын. Эпир нихӑҫан та ҫакӑн пек вӑйлӑ вут хуман. Капитан приказанийӗ тӑрӑх эпир яланах вутта пӗрекетлеттӗмӗр. Эпӗ вара, хам кунта ҫук вӑхӑтра тусӑмсемпе мӗн те пулин пулман-ши тесе, шикленме пуҫларӑм. Пӑшалне илнӗ, анчах Кизлярти начальство пӗлнӗ. Часовой ӑна ытла пысӑках мар икӗ хутлӑ ҫурт ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. Эпӗ кашни кулленех ӑна колбаса, ветчина, сардина илсе параттӑм, анчах кукамайӑн йӑмӑкӗ шантарсах тата темшӗн усаллӑн хӗпӗртенӗ пек калатчӗ: — Вилӗме ӑна закускӑсемпе тӑрантараймӑн, ӑна улталама пулмасть, ҫук! — тетчӗ. Анчах пусмӑрта пурӑнакан пӗр халӑх та хӑҫан та пулин ҫӗнӗ пурнӑҫ курас шанчӑкне ҫухатмасть. Вӑл ҫиет, ӗҫет, ача-пӑча ҫуратать. Ҫакна асра тытас пулать сирӗн. Артур хӗрарӑм сехечӗ кӑларчӗ. Сехечӗ ылтӑн, питех те илемлӗ, аялти хуппи ҫине «Г. Б.» тесе ҫырнӑ. Марина вара, ҫак айванла сӑмахшӑн тавӑрса, тулса пыракан кӗлеткине авсах пуҫ тайрӗ. — Куншӑн та тавтапуҫах, ырӑ ҫыннӑм! Мӗскӗн тӑлӑх хӗрарӑма кӑмӑл турӑн пулать… Куртӑр-и, мӗнле капӑрланса кайнӑ вӑл тепӗр хут Петербургра пулнӑ хыҫҫӑн… Йӗпе-сапа кун хӗрӗ диван ҫинче вуласа выртнӑ чухне ашшӗ, ун ҫумне пырса ларса, вӑл мӗн вулани ҫинчен ыйтрӗ. Лодыжкин йӑваш кӑмӑллӑ ҫын, хӑйне тухса кай тенӗ чухне те ҫиленме пӗлмест. Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ тени хӑҫан пулать? — Пирӗн аннен тӑватӑ ача пулнӑ, — пуҫларӗ Артём. Залра шӑп. Вӑл хӑй пӗлекен ҫӗршывра, унта вӑл пуҫланӑ кӗрешӗве ҫӑмӑллӑнах тепӗр хут пуҫарса яма пултарчӗ: вӑл каллех хӑрушӑ вӑй, куҫса ҫӳрекен усал сывлӑш пулма, куҫа курӑнман ҫарӑн пуҫлӑхӗ пулма, ҫӗр айӗнчи салтаксене ертсе пыракан пулса, пурин сехрине те хӑпартакан вӑрмансен хуҫи пулма пултарчӗ. — Пултаратӑн пулӗ-ха! Ҫумӑр ҫине тухиччен малтан, Риваресӑн мӗн те пулин вӗри ӗҫмелле, унсӑрӑн вӑл шӑнса пӑсӑлма пултарать. Унтан: «Ан асаплантарӑр мана ун пек, эпӗ калатӑп», — терӗн. — Эп ӑна — эх, эс! — тетӗп. Вылярӑн-вылярӑн манпа, — мӗскершӗн? — ҫиллессӗн, ӳпкевлӗн каласа кӑтартнӑ Фома. Ҫапла ӗнтӗ, ҫак ҫын виҫӗ пӗчӗк ачашӑн… хӑйӗн ачисемшӗн-и? — ҫук; хайӗн тӑванӗсемшӗн-и? — ҫук; хӑйӗн йӑхне ҫывӑххисемшӗн-и? — ҫук… хӑй пачах пӗлмен темле виҫӗ ачашӑн, ҫӗтӗк-ҫурӑк та ҫара уран ҫӳрекен ачасемшӗн, ҫак чаплӑ аристократ, ҫак принц, ҫак старик пурне те пӑрахса, пурне те манса хӑрушлӑха кӗрсе ӳкрӗ те ачасене хӑтарса, ку таранччен пурне те хӑратса тӑнӑ пуҫне, паян кунтан тасалнӑ пуҫне, тӑшман аллине парне вырӑнне пачӗ. Больница хыҫӗнче вара, йӗри-тавра решетке карта тытнӑ ҫара ҫӗр тӑваткӑлӗнче, сарӑ халатсемпе шурӑ калпаксем тӑхӑннӑ пӗчӗк ҫынсем ҫӳренӗ, — вӗсем ухмаха ернисем тӗслӗ пулнӑ. Вӗсем Устин майлӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Аран илтӗнекен йӑваш сассипе ыйтать хӑй манран: «Кайса кил-ха, — тет, — турӑ пул, карчӑкӑма чӗн. Сивӗннӗ тӗтӗм юҫекӗ сывлама та ҫук кӑкӑра пӳлӗнтерет. «Пансем, тата кӑшт калама ирӗк памастӑр-и?» Халь вӑл, паҫӑрхи пекех, анӑҫ еннелле «пӑхса» ларать, хӗрлӗрех хӗвел пайӑрки ӳкнине пула ҫуталса тӑракан пичӗ ҫине каллех пӑхса илчӗ те хӗрача, ача ӑна каллех темӗнле ӑнланмалла мар пек туйӑнса кайрӗ. Ҫакӑ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп! Пӗтӗм халӑх шухӑшласа кӑларнинчен аслӑраххи шутласа кӑлараймӑн. Ӑҫта? — Ҫук, — терӗ Полина, хайӗн пӗчӗк чышкипе чӗркуҫҫинчен ҫапса. — Малтан эпӗ каятӑп! Эсӗ мана укҫа паратӑн та… Аньӑна ҫаплах: шурӑ кӗпепе, аллине ракетка тытнӑнах астуса тӑратӑп-ха эпӗ. Вӑл темшӗн ман йытта кураймастчӗ, ӑна чулпа перетчӗ, пӗрре вӑл ҫӑкӑр ӑшне чиксе йӗп панӑччӗ. Вӗсем пӳрт тӗлӗнче нумайччен ҫаврӑнса ҫӳрерӗҫ, кашни ҫаврӑмрах аяларах та аяларах анса пычӗҫ. Епле пурӑнатӑн-сывлатӑн, мучи? Паганель сывлӑшри юхӑмсем ҫинчен сӳпӗлтетет; хӑйне тимсӗлсе итлекен Роберта вӑл ҫилсем ҫинчен питӗ кӑмӑла килекен халлапсем ярса парать, пиклона торнадӑпа тата ҫиллӗ тӑвӑлсемпе танлаштарса кӑтартать. — Ухмаха ернӗ-и? — тавҫӑрса илчӗ Сергей. Вӑл серапэ айӗнче пулма пултараймасть вӗт? — Ман сана ним пытармасӑрах калас пулать. Пичче малалла калать: — Эсӗ ман хыҫҫӑн Исландин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗ тӑрӑх йӗрлесе пыр-ха. Кухньӑри чӳрече патне ларчӗ те, ун умне каллех ыйту тухса тӑчӗ: «Мӗн тӑвас пулать-ха ӗнтӗ?» — Аман ҫуратакан пӗсехе!.. — Андрей Петрович мана сирӗн пурнӑҫ ҫинчен, сирӗн ҫамрӑк ӗмӗрӗр ҫинчен нумай каласа кӑтартрӗ. Эпӗ хӑваласа ҫитетӗп! Пӑван Джемма алли ҫине иккӗленсе пӑхрӗ, пуҫне сулса ҫирӗп сасӑпа малалла калама пуҫларӗ. Акӑ вӑл ҫыру, пӗр сӑмах сиктермесӗрех: Государь Андрей Петрович, ырӑ кӑмӑллӑ аттемӗр! Эсир ырӑ кӑмалӑрпа ман ҫине, хӑвӑрӑн тарҫӑр ҫине, ҫиленсе, улпуту хушнисене итлеменшӗн намӑс сана, тесе ҫырнӑ ҫырӑва илтӗм. Сӑлтавӗ те пур ҫав: ялта никама пӑхӑнман тимӗрҫӗ, вунҫичӗ пуслӑх пӑхӑр укҫапа лаша таканӗсене ним мар, юхма икерчӗ авкаланӑ пек, авма пултаракан тимӗрҫӗ ун умӗнче выртать. Шинельпе хӑй, анчах унӑн званине курмастӑп, ҫӑмӑллӑн, хӑюллӑн утать. Италинче трамонтано пек, ӑна пампассенче ҫынна преступлени тума хӗтӗртесе тӑракан ҫурҫӗр ҫилӗ турӗ. Алӑк патӗнче, алӑка пӗтӗмпех хупласа, Матрена Барская тӑрать, вӑл, куҫӗсене вылятса, хулӑн сасӑпа:— Хурлӑхлӑ юрламастӑр, хӗрсем, — тесе кӑшкӑрать. Малалла лаша пек сарлака ярса пусса, вӑл хӗрсене авалхи пек мӗнле юрламалли, венчете мӗн тери кулянса хатӗрленмелли ҫинчен ҫирӗппӗн ӑнлантарать. Ӑнланатӑн-и? Пиратсенчен улттӑшӗ ҫеҫ чӗрӗ юлнӑ, вӗсем пурте кунта, ман куҫ умӗнче. Фелим хӑй сӑмахне пӗтерсе, юлашки ыйтуне парсан, Тарӑ ӑна хирӗҫ йынӑшса, уласа ҫеҫ илнӗ. Эп хама ку таранччен мӗншӗн титулярнӑй советник тесе ҫӳренине ӑнланса та илейместӗп. Даниэл Дефо Робинзонӗ пекех, эпир те чи малтан ҫӗмӗрӗлнӗ «Британин» ванчӑкӗсене тытса пуҫтартӑмӑр. Эпир хӑш-пӗр савӑт-сапасене, пӑртакҫӑ тар, пӑшал, пӗр мишук тырӑ сыхласа хӑвартӑмӑр. — Ҫапла ҫав. Манӑн ачасем пур… мана пурте пӗлеҫҫӗ! Хӑра-хӑра ӑна аллинчен тытатӑп, вӑл тӗртсе ямасть мана, аллине те туртса илмест. Юлашкинчен капитан кӑшкӑрса ячӗ — Ҫук, ҫук, ҫук, ҫук! Ҫитет ун ҫинчен калаҫма! Ҫӗрле вӑранса кайсан, эпӗ ерипен кӑна куҫса пыракан пӗчӗкҫӗ ҫуртсем ҫинче хӑй ҫутисем те курмастӑп ӗнтӗ. — Аи! Ҫапла вара пуҫлӑхсене ҫакӑн майлӑрах каласа пар. Манӑн мӑн асатте, Бриджуотерский герцогӑн аслӑ ывӑлӗ, ирӗклӗхӗн таса сывлӑшӗпе сывлас тесе, иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнче Америкӑна тарса килнӗ. Вӑл кунтах авланнӑ, кунтах вилнӗ, унран пӗртен-пӗр ывӑл юлнӑ; ҫав вӑхӑталлах унӑн ашшӗ те вилнӗ. Ривэра пӗчченех тӑнӑ. Ун шучӗпе хӑрушлӑх иртсе кайсан, вӑл Михее чӗнчӗ те ҫак пӑшал тарне йӑлтах ӑҫта та пулин аяккарах кӑларса пӑрахма хушрӗ, шыва пӑрахсан тата лайӑхрах, терӗ вӑл, вара калпакне мӑнкӑмӑллӑн сулӑнтаркаласа, хӑна пӳлӗмнелле кайрӗ. «Питӗ лайӑх асӑрхаса тӑраҫҫӗ вӗсене, каламалли те ҫук», — мӑкӑртатрӗ вӑл. Вӑл темле хисеплӗн ыйтсан та, эсир пурпӗрех палуба ҫине тухатӑр, нимӗнле те каютӑра лармастӑр. Пӗчӗк ача мар. Господин есаул… — Ассссса-апланатӑп-ҫке! — Пӗлместен-тӗк — пӗл, эппин. Хӗрлӗ ҫиттипе витнӗ сӗтел хушшинче суд членӗсем. Алексей майӗпен куҫӗсене хупать. Унтан Совет влаҫӗ безработицӑна пӗтерчӗ, ӗҫлев правине, канӑҫ правине, вӗренӳ правине пурнӑҫа кӗртрӗ, рабочисене, хресченсене тата интеллигенцине лайӑхрах материаллӑ тата культурӑллӑ условисем туса пачӗ, пурне те тивӗҫ, тӳрӗм, пӗртан тата граждансем вӑрттӑн сасӑласа суйламалли правана пурнӑҫа кӗртмелле туса пачӗ. — Унтан земски музея кӗтӗм. — Анчах дивизие шӑнкӑртаттарма, ман шутпа, кирлӗ мар. Tӗп пул эс Шилупа! Машинӗ чӑнах та питӗ аван пулнӑ. Кала мана! Мӗн эсӗ? Халӗ ӗнтӗ вӑрмансемпе катасенчен уйрӑм отрядсем пӗр чарӑнмасӑр ҫапӑҫнӑ. — Эсӗ тӑхтама пултараймастӑн-и? — ыйтрӗ Инсаров. Аи! Петр ҫав тери ҫемҫелсе кайрӗ, вӑл Базаров: «Сан куҫусем йӗпе вырӑнта мар-и?» — тесе ыйтса сивӗтичченех хӑй пуҫне унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса макӑрчӗ. Вӑл Сережӑна мар, мана суйласа илме нихҫан та сӑмах паман, апла пулин те теме пула эпӗ ӑна ултавҫӑ вырӑнне хутӑм; вӑл мӑн тӗлӗшпе ытла та йӗрӗнмелле хӑтланнине эпӗ ҫирӗп ӗнентӗм. Килсем часрах, ман савнӑскерем! Строй службине ӗлӗк вӗреннӗ, пӑхсах курӑнать!.. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех вӗсен тивӗҫне чакарнӑшӑн, вӗсен арҫынсемпе пӗр тан прависене туртса илнӗшӗн пулса кайнӑ. Вӑл пурӑнакан тӑмпа шӑлса тунӑ чухӑн пӳрте темиҫе тӗрлӗ пистолетсем ҫакӑнса тӑни ҫеҫ илем кӳрсе тӑратчӗ. — Тӑхта-ха, атте, — эпӗ пӗтӗмпе каласа парӑп. Пӗр ачи ҫав интереслӗ ӗҫе пӗтӗмпех пуҫӑнса сӑвӑса хӑваласа ҫӳренӗ хушӑра тепри те ҫавӑн пек интересленсех ӑна астуса пӑхса тӑчӗ. Иккӗшӗ те пуҫӗсене парта ҫумнелле тайнӑ: вӗсен чунӗсем ҫутҫанталӑкри ытти мӗн-пур япаласене йӑлтах манӑҫа хӑварнӑ. — Кунтах ҫӗр выртмалла пулсан, мӗн тӑвӑпӑр? Акӑ вӑл — пирӗн тӑван аннемӗр! Вутӑ ун аллинчен тухса ӳкрӗ. Отряд пӗр сасӑсӑр малалла шӑвать. тӳремлӗхри шӑплӑха фургон кустӑрмисем чӗриклетнипе ывӑннӑ вӑкӑрсене хистесе пыракан Айртон кӑшкӑрса янисем ҫеҫ хускатса илеҫҫӗ. Ҫак килте Игнат Гордеев ывӑлӗ ултӑ ҫул пурӑннӑ. Чӑнкӑ ҫырана пӗтӗмпех хытхура сырса илнӗ, ҫыранпа ҫырма йӳппи хушшинчи лапамра вара ҫын ҫӳллӗш таранах хӑмӑш ӳсет. Вӑл, кӑкӑрне малалла карӑнтарса, тӳрленсе тӑнӑ та, темӗншӗн какӑрса илнӗ. Хулпуҫҫийӗсем ун лӑштах усӑннӑ. Симӗс шапа ҫурисем ура айӗнче сиксе ҫӳреҫҫӗ; тымарсем хушшинче хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен хӑйӗн ылттӑн тӗслӗ пуҫне ҫӗклесе шапа ҫурисене сыхласа выртать. Тӑшманӑн арканнӑ позицийӗсем хыҫӗнче ҫавӑн пек ҫӗршер нӑрӑсем шӑвӑнни мӗне пӗлтернине Мересьев питӗ лайӑх ӑнланчӗ. Ытти кунсенче пӗр йӗрлесе пынӑ пек пыракан йытӑ сасартӑк пач улшӑнчӗ. Кӗтекен хуйхӑ пирки пӑшӑрханса тӑракан чӗри тӗпӗнче, — таҫта шалта, питех вӑйлӑн та мар, анчах пӗртте сӳнмесӗр, шанчӑк ҫутӑлса тӑчӗ: «Пӗтӗмпех илсе каймӗҫ, туртсах кӑлармӗҫ! Эпӗ ӑна аллисенчен тытса илтӗм те чылайччен пӗр сӑмах та калаймасӑр тӑтӑм. Ачалла, айванла! Ан кансӗрле, тархасшӑн! Акӑ мӗнле тӗлӗнтермӗш вӑл ҫутҫанталӑк! Вӑл хайӗн кӑмӑлӗпе пиччерен пачах урӑхла йышши ҫын пулин те, хак пирки калаҫса килӗшме вӗсене нимӗн те кансӗрлемерӗ: вӑл мӗн чухлӗ панине илме, тепӗри вара хӑйӗнчен мӗн чух ыйтнине тӳлеме хатӗр пулчӗ. Ҫамрӑк капитан кӗсьинчен револьвер туртса кӑларчӗ те карап кокне тӗллерӗ. Ултӑ пысӑк кантӑка яри уҫса пӑрахнӑ, уҫӑ кантӑкран шултра ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗм тӳпе, шултра йывӑҫлӑ тӗттӗм сад курӑнать. Шӑхӑра-шӑхӑра сывласа, тарпа исленнӗскер — Гусев канавсем урлӑ вӑрӑммӑн-вӑрӑммӑн сике-сике каҫать, тилӗрнипе кӑшкӑра-кӑшкӑра, чул муклашкисенчен такӑна-такӑна чупать, чупать, ун хыҫҫӑн пуш хирӗн ҫывӑх, тӗттӗм горизончӗ ишет, ишет. Вӗсен урисене эпӗ ахаль куҫпах, эпир Европӑри ҫынсен пыйтисен урисене микроскоппа пӑхнӑ чухнехинчен лайӑхрах куртӑм. Халех тухса кайнӑ пултӑр кунтан, контра, тухса каймасан чунна витмелле парӑп та акӑ, халех леш тӗнченелле ярӑнӑн. Берсенев каллех хӑйӗн ашшӗ ҫинчен аса илчӗ; вӑл унӑн ятне яланах таса кӑмӑлпа аса илсе пурӑнать. Хӑй патне чей ӗҫме чӗнчӗ вӑл, эпӗ чӑрманмарӑм. Ӑнланатӑр-и эпӗ Ротшильд! Ҫак вӑхӑтра хамӑр ҫавнашкал айкашни кулӑшлах та, хаваслӑх та пулманнине туйса илтем. Музыка мана хам ҫинчен мантарса ярать, эпӗ хам ҫинчен манса каятӑп, хам пурнӑҫа манатӑп, вӑл мана таҫта урӑх пурнӑҫа илсе каять: музыкӑна пула эпӗ хам туйман япалана туятӑп пек, хам ӑнланман япалана ӑнланатӑп пек, хам тума пултарайманнине тӑватӑп пек. Большевиксене мӗнле ҫакнине пӑхма килнӗ. Таҫтан тӗпсӗрлӗхрен тухакан катастрофа мӑнаҫлӑн та лӑпкӑн ҫывхарать. Чӑнах та ҫаплах тесе калама пултараймастӑп эпӗ халь, анчах ӗҫ начаррӑн курӑнать. Сквайрӑн Бристольре ӗҫ нумай пулнӑ. Пурте ура ҫине сиксе тӑнӑ; ашшӗ ӑна хӑнасемпе паллаштарма тытӑннӑ, анчах сасартӑк чарӑннӑ та чӗлхине шартах ҫыртнӑ… — Тихон сывӑ-и? Самокритика вӑл — харпӑр хӑйне критиклес тенине пӗлтерет, акӑ мӗн вӑл. Терентий Жигалов малтах тӑрса юлчӗ. Пӑхса курӑнми теттӗм каҫ пек туйӑнать халь Озерова. Роман Петрович — шатра питлӗ, ҫаврака пуҫлӑ, яланах темскере хӗрхеннӗ пек тутине чӑплаттараканскер; Мӗн, эпӗ саншӑн чикан-им? Кӗҫӗр ҫӗрле эпӗ лайӑх мар тӗлек тӗллентӗм… йӗкехӳресене куртӑм. Ҫавӑн пек кӑшкӑрнӑ пирки ӗнтӗ ҫамрӑк креолка ҫав тери хыттӑн вырӑнтан тапранса кайнӑ. Эсир ӑна мӗнле тумаллине пӗлетӗр ӗнтӗ. Ҫак ҫапӑҫу пӑлхава татӑклӑн та тӗппипех пӗтернӗ пек туйӑнчӗ. Зурина ун чухне пӑлхавҫӑ башкирсен шайккине хирӗҫ ярсаччӗҫ, анчах та пӑлхавҫӑсем эпир пырса ҫитичченех сапаланса пӗтнӗ. Кайран, Тамане илнӗ хыҫҫӑн, Воропаевӑн Цимбал пурӑнакан станица ҫывӑхӗнчен иртмелле пулчӗ. Ҫавӑн чух вӑл старик ҫинчен ыйтса пӗлме шутларӗ. Ромашов малалла тухса тӑчӗ те аллине карттусӗ ҫумне тытрӗ. Ха, сухалӗ ҫук апла? Вӑл каланине ним чӗнмесӗр итлесе ларчӗҫ; манашкал пурин те калаҫас килмерӗ пулмалла. — Эсӗ пӗрмаях Вильпа ытти ачасем ҫинчен калатӑн! Манӑн ҫине тӑрсах унтан вӑл ҫӗр тӑрӑх епле ҫӳренисем ҫинчен, мӗн курни ҫинчен ыйтса пӗлес килетчӗ, анчах унтан ыйтма май килместчӗ; пуҫне каҫӑртса, упа куҫӗсем пек хура куҫӗсене кӑшт уҫса, вӑл хӑйӗн ҫӑмлӑ питне аллипе ачашлатчӗ те аса илкелесе вӑрӑмӑн тӑсса калатчӗ: — Халӑх, ачам, пур ҫӗрте те кӑткӑ пек! — Нигилистсем, — терӗ Аркадий. — Мӗнле йывӑр шӑпа вӑл тата? «Ӑсра шутласа кӑларнӑ кӗпҫе тӗнӗлӗ текен йӗре куратӑп». — Упӑшкана Лондонра ӑнӑҫлӑ ӗҫ туса килессе шанӑпӑр, — терӗ Элен, — унсӑрӑн чӑнах та ку ачасен пурӑнӑҫӗ начар. Пурнӑҫ васкавлӑ, хумхануллӑ пулса кайрӗ, ҫынсем пӗр кӗнеке ҫинчен тепӗр кӗнеке ҫине, пыл хурчӗсем пӗр чечек ҫинчен тепӗр чечек ҫине вӗҫсе ҫӳренӗ пек, хӑвӑртрах та хӑвӑртрах куҫса пычӗҫ. Хам мӗн пултарнине пурне те турӑм эпӗ, анчах тӑнлавнех тивертейменшӗн кулянса илтӗм, хулпуҫҫинчен кӑна ҫапрӑм та, вӑл та пулин ыраттармаллах пулмарӗ. Вӑл Давыдовӑн шӗвӗр пӳрнине пӑчӑртаса тытрӗ, вара, ахаль пиччене ҫеҫ мар, колхоз председательне хӑйне ертсе пынипе уҫҫӑнах мухтанса, хутран-ситрен юлташӗсем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, урам тӑрӑх васкамасӑр утса кайрӗ. Пушартан тӑрса юлнӑ пӗренесенчен васкасах пӳрт туса лартрӗҫ, ӑна пӗр вунӑ ҫул каярах готически стильпе павильон тума туяннӑ хӑмапа витрӗҫ те, унта сад ӑстине Митрофана хӑйӗн Аксинья ятлӑ арӑмӗпе тата ҫичӗ ачипе пӗрле кӗртсе вырнаҫтарчӗҫ. Залра шавлани, кӑшкӑрашни илтӗнсе кайрӗ. Пӗрре вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, хайхи кашкӑр ҫав юнлӑ йӗре ҫуласа пынине курчӗ, вара вӑл ҫав самантрах, хайхи кашкӑра вӗлермесен… ӑна тӗп тумасан… хӑйӗн мӗнле вилӗмпе вилмелле пулассине чухласа илчӗ. Анчах, кирек мӗнле пулсан та, эпир пӗр-пӗрне кирлех пулман, акӑ унӑн тӗп сӑлтавӗ, пирӗнте, мӗнле калас. пӗрпеклӗх нумай пулнӑ… Апла-и, апла мар-и, эпир никама та курман, енчен те манӑн кӑвайт вӗсене улталаймарӗ пулсан, эпӗ айӑплӑ мар. Вӗсен именийӗ кунтан инҫех мар. Нихӑш енчен те ҫурт-тавраш, пӗчӗк пӳрт е хӳшӗ — нимӗн те курӑнмасть. Ҫурҫӗр енче те юханшыв леш айккинче, кӑнтӑрта та, типҫӗре шалалла тӑсӑлакан ҫӑра вӑрманта та — ниҫта та сывлашалла тӗтӗм ҫӗкленмест. Лассо йӗрӗ хӗвелсӗр те лайӑх курӑннӑ. Ҫапах та хӗвел ҫумӑр пӗлӗчӗсем хыҫне пытанса ларни ҫулҫӳренсен кӑмӑлӗсене ытлах та пӑсса пӑрахнӑ. — Хуҫалӑха йӗркеллӗ тытса пыраттӑмччӗ ӗнтӗ, тӗрӗсех каларӑр эсир. Кукамупа иксӗмӗртен хӑшне-тӗр суйласа илме тивет санӑн. Анчах ку пӗтӗмпех хатӗр мар-ха. Патне пыма хӑрушӑ япалана мӗнле чармалла? Руле кӑшт пӑрса, «Пилигрима» сулахаярах ҫавӑрчӗҫ. Вӗсене вӑл хӑй пӗлнӗ пек тӳрлеткелесе пӗр ҫӗре ҫыхса лартнӑ. — Чӑнах та, унӑн темскер ҫинчен каламалли пур, вӑл ахаль каламасть ҫавна! — терӗ старик. Хӗрес пур ҫӗрте Джо индеец сывлӑшӗ ҫӳрес ҫук вӗт-ха. Акӑ виҫӗ сехет те ҫитет, чӳрече умӗнче эсӗ таврӑнассине кӗтсе ларатӑп эпӗ… 1824 ҫулта Дюперей, «Раковина» суднон командирӗ, Утравсен бухтинче вунпилӗк кун пурӑнса ирттернӗ те, туземецсем хӑйсене мӗнле тытни ҫинчен ниепле те мухтаса пӗтереймен. Ман шухӑшпа сӑвӑласа е ахаль ҫырнӑ сатирӑллӑ пысӑк мар листоксем кӑларса вӗсене йӳнӗ хакпа е тӳлевсӗрех салатсан, питех те усӑллӑ пулӗччӗ. Вӑл вулкан сӑрчӗсемпе гейзерсен тата кӳкӗртлӗ ҫӑлсен айӑккипе Ваихити-Рэнджран хӗвелтухӑҫнерех иртсе пырать. Ҫула кӗскетес тесе, эпӗ вӑрман урлӑ тӳррӗн кайрӑм… Ватӑ господин каллех тарӑн шухӑша кайрӗ, вара вӑрахчен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн:— Акӑ мӗн, Вавжон, — терӗ. Вӑл хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлама тытӑнчӗ. Ҫатан хыҫӗнче пурҫӑн евӗрлӗ шыв симӗсрех тӗслӗн йӑлтӑртатса выртать. Революци кивӗ тӗнчене касса пӑрахнӑ чух юн юхмасӑр пулмасть. Иккӗшӗ те, ҫыхланса ӳксе, курӑк ҫинче йӑваланма тытӑнчӗҫ. Пролетари ҫарӗ хулана тытса илчӗ. — Ҫапла, — терӗ Елена, — анчах Павел ҫак тивӗҫе ку таран ҫитсе те нимӗнпе те ҫирӗплетмен-ха. Турӑҫӑм, ӑна ман сӑмса вӗҫне анмалла ту, вара куҫсене чакӑртса, вӑл мӗнле ушкӑна, йӑха, ҫемьене кӗнине уйӑрса илме пултарӑп!» Мӗн ятлӑччӗ-ха вӑл эсир ресторацире Грушницкипе хирӗҫсе кайнине кураканӗ? Ӑна ҫавӑрса илнӗ мӑка сехӗрлӗх ҫухалнӑ, ун вырӑнне пӑлхавлӑ савӑнӑҫ килсе капланнӑ. Тепӗр тапхӑр кайсан, чӗркуҫҫисем ҫине те вӑл йывӑҫ хупписем ҫыхса хучӗ. Мӗнле пулнӑ япала ку сирӗн? — тесе ыйтрӗ. Темӗншӗн вӑл вара кӗҫӗр темӗнле питех те япӑх ӗҫ пулса иртмелле тесе шухӑшлама тытӑннӑ. — Татӑкӗ пур. Юну вӗресе кайрӗ пулсан, тупасем айккинелле пӑрӑнса юлаҫҫӗ вара унта. — Ку утравсем Великобритани аллинче тӑраҫҫӗ. — Ман ӑшра темӗнле киревсӗр япала пурӑнма пуҫларӗ, — терӗ аслӑ Артамонов тепӗр хут, пӗр аллипе хӑлхине хыпашласа, тепринпе лимонад тултарнӑ стакан ҫине коньяк ярса; шӑллӗ, ун аллинчи бутылкӑна илсе, асӑрхаттарчӗ: — Асту, каллех ӗҫсе супатӑн. Акӑ Марийка каллех чарӑнса тӑчӗ. Тепӗр чухне пушар индеецсем хӑйсем чӗртсе янинченех тухать — мӗншӗн вӗсем ҫапла тӑваҫҫӗ-ха? — Те тӗрӗс, те тӗрӗс мар, пӗлместӗп, анчах вӗсем пушар хыҫҫӑн тырӑ аван пулать тесе калаҫҫӗ. Кӗлпе ҫӗр ҫемҫелет теҫҫӗ пулмалла. Халӗ ӗнтӗ самолёт, чӗрӗ чун пек, лайӑх юланутҫӑ ҫирӗппӗн тытса пыракан лаша пек, Алексее ытларах та ытларах пӑхӑнакан пулса пынӑ. Павел хӑйне лайӑх тытать, — тикӗс, ҫирӗп. Ҫакӑн хыҫҫӑн король манран хӑпрӗ те пӗтӗм хулана, унта пурӑнакан мӗнпур ҫынсене ятлаҫма тытӑнчӗ. Огнянов, аллинчи пӑшалне хальтен халь пеме хатӗр тытса, сывлӑш ҫавӑрми тенӗ пек тӑчӗ. Леш ҫын самантлӑха ҫеҫ шӑтӑк еннелле пӑхса илчӗ. Хреснашшӗ ку сӑмаха Уц ҫӗрӗнчи ҫын пирки каланине Фома пӗлнӗ, ҫак сӑмах тата хреснашшӗн кулли ӑна лӑпкӑлӑх панӑ. — Ҫук, эпӗ тӗппипех каласа паратӑп ӑна; вӑл эпӗ ун юлташне мӗнле кӳрентерни ҫинчен пӗлет; ан тив, Силвио мана мӗнле тавӑрни ҫинчен те пӗлтӗр, — тесе хирӗҫлерӗ граф. Англи буржуйӗсем авӑ Индие, ҫур тӗнчене, хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ те хура ӳт-тирлӗ тата тӗксӗм ӳт-тирлӗ тӗрлӗрен халӑхсене пусмӑрласа пурӑнаҫҫӗ. Географ шухӑшӗ ҫӗнтерчӗ. Савӑнӑҫлӑн, уҫӑ саслӑн кӗрлекен ӗҫ шавӗ, ҫурхи ҫутҫанталӑкӑн хӗвелпе хавасланса йӑлтӑртакан ҫамрӑк илемӗ — ҫаксем пурте ҫӗкленӳллӗ вӑйпа тулса тӑнӑ, Фома ӑшчикне ыррӑн, тутлӑн чӳхентернӗ, палӑрсах ҫитеймен ҫӗнӗ туйӑм-кӑмӑлсем вӑратнӑ. — Ну, ю-урӗ! — тӑсса каланӑ Кононов ӗшеннӗ сасӑпа. Капла халь санӑн плугу ҫуса тасатнӑ пекех, ҫавӑнпа та вара эсӗ, ҫула май, чунна кантарма чикарккӑ та ҫавӑрса хыпма пултаратӑн. Унтан часах нумай ҫамрӑксем вӑрҫӑ мӗнне те пӗлменни ҫинчен калаҫма пуҫлаҫҫӗ ӗнтӗ. Пансем, хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫамрӑк ҫын вӑрҫӑсӑр пурӑнма пултараймасть. Вӑл ҫуран утса ҫитме пултармасть пулсан, ун ҫине утланса пытӑр, ман кӗсре ӑна илсе кайӗ. Ҫӗртме сухи тӑвӑпӑр,терӗмӗр эпир, вӑл кулса ячӗ те калать: сухалама айван та пӗлет, силослӑх ҫулса илсен — ӑслӑрах пулать». Макар чарӑнчӗ, Разметнов ҫине сӑнаса пӑхса илчӗ. «Ӑҫталла эс?» — Мӗнле? — ыйтрӗ унтан Василий Иванович пӑшӑлтатса. Гаррис шикленни тӗрӗсех ӗнтӗ, мӗншӗн тесен хастар ҫулҫӳревҫӗсем Вӑтаҫӗр Африкӑна килсе открытисем тунӑ хыҫҫӑн цивилизаци чӑнах та майӗпен ҫав тӗттӗм кӗтессене те ҫитет. — Вӑл хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ. Лилипути императорӗ хӑйӗн йышлӑ аслӑ улпучӗсемпе автора пырса курать. Мучин чарӑлса кайнӑ куҫӗсем сасартӑк куҫҫульпе тулчӗҫ те хӑвӑрт мӑчлатма пуҫларӗҫ. Вара хутора ҫитичченех вӗсем пӗр сӑмах чӗнмесӗр пычӗҫ. Эсӗ аллусене вӗҫерт, эпӗ хамах калатӑп. Качча пырасса пырӑп, анчах та ухмахла ӗҫсем тӑвас ҫук, ан кӗт, — терӗ Марьяна, пуҫне ниҫталла пӑркаламасӑр. Хӑй правительстви унран пӑрӑннӑ, вӑл саккунсен тулашӗнче. — Авӑ мӗнле, калаҫса пӑхас мар, тетӗр эппин — хирӗҫлерӗм эпӗ. Ну, сыв пулӑр! Лукашка йӑлтах лӑпланнӑ пек, Оленин хӑй ҫине мӗнле пӑхнине ӑнланса илнӗ пек туйӑнать. Кантӑк еннелле ҫаврӑнсан, Давыдов вӑл епле ӗсӗклесе пӑшӑлтатнине илтрӗ: — Аннеҫӗм, тӑванӑм! Эпӗ ӑҫта та пулин вырнаҫса ларса, ҫав музыкӑна е вуланине итлетӗп, фортепьяно умне хама ларма май килсе тухасса кӗтетӗп. Вӑл ҫав тери лайӑх, ҫав тери хурланса ӳкнӗ пек калатчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ унӑн романӗсемпе пӑртак килӗшрӗм: эпӗ унпа туслӑрахчӗ, Ермохинне кураймастӑм та пур майпа та мӑшкӑлама, тарӑхтарма хӑтланаттӑм, — ӑна эпӗ пултараттӑм, час-часах вара вӑл ырӑ мар шухӑш тытса килкартишӗ тӑрӑх ман хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳретчӗ, хӑй правур пулман пирки анчах вӑл мӗн тума шутланийӗ сайра ҫеҫ май килетчӗ. — Тӗрӗс, тетӗп. Картишӗнче Петр ыйхӑллӑ сассипе ҫилленсе мӑкӑртатать, ӑна хирӗҫ Тихон Вялов кахаллӑн ответлет, чӳрече умӗнче, рамка ӑшне кӗртсе лартнӑ пек, Наталья сӑх-сӑхса тӑрать. — Халӑхӑн ҫавӑн пек ҫынсемпе пӗрле кайма юрать, вӗсем пӗчӗк ӗҫ тунипе килӗшес ҫук, пур ултава, пӗтӗм усала, ҫӑткӑнлӑха ҫӗнтермесӗр чарӑнас ҫук, пӗтӗм халӑх пӗр чун пулса пӗрлешиччен, вӑл пӗр сасӑпа: эпӗ аслӑ хуҫа, эпӗ хам пуриншӗн те пӗр тан закон тӑватӑп, тесе каличчен, вӗсем ӗҫлеме чарӑнас ҫук… Эпӗ Сильвер сассине палларӑм, вӑл вунӑ-вуникӗ сӑмах каличченех, эпӗ тӗнчери кирек мӗне парсан та, пичке ӑшӗнчен тухмастӑп, тесе шутларӑм. — Никамӑн та мар. Пӗр пӳске илӗр, пӳскен пӗр енӗ хӗрлӗ, тепӗр енӗ кӑвак пултӑр. Ку сӑмахсене кукамӑшне кӑна, вӑрттӑн калаҫҫӗ. — Мисс Пойндекстер! — тесе кӑшкӑрса янӑ Морис, унта пырса ҫитсе. Хирӗҫ ответ пулман. Анчах каюта алӑкӗ патӗнче Смурый тӑратчӗ, алӑкра суллисенчен тытса, Яков Иваныч тӑратчӗ, хӗрӗ ӑна ҫурӑмӗнчен чышкӑсемпе кӳпкесе: — ярӑр… — тесе кӑшкӑрчӗ ӳсӗр саспа. Шутлаттӑм-ха, ҫӗлен тирӗ хӑйӗн ӗҫне тӑватех тесе. Халӑх саланчӗ, офицерсем мана саламларӗҫ — мӗншӗн саламламалли пурахчӗ ҫав. «О, майӗ ҫук, ырӑ пан! майӗ ҫук!» терӗ Янкель ассӑн сывласа. Ҫавна вӑл ӑнланса илеймест. «Мӗн тумаллине пӗлмен-ҫке вӑл», — тесе шухӑшлать Брехунов Ваҫилийӗ ҫинчен. — Тӑрӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Ҫавӑншӑн лешсенчен нумайрах илеҫҫӗ… Ҫывӑхра тӑракан хӗрарӑм пӗшкӗнсе, хӑйӗн ачине пусма ҫинчен йӑтса илчӗ. Юлашкинчен Шубин унӑн пӳрнинчен ярса тытрӗ те, вӑл хытӑ чӑмӑртанипе Зоя нӑйкӑшса илчӗ, кайран та чылайччен аллине вӗрчӗ, ҫиленнӗ пек пулчӗ, Шубин ӑна хӑлхинчен тем пӑшӑлтатса пычӗ. — Рыбинран ыйтрӗ директор. — Камран? — Санӑн тата хӗрхенесси ӑҫтан килсе тухрӗ? — Н-да, тӑванӑм, аван пурнӑҫах пулӗччӗ апла… Кухньӑран Лапшинов карчӑкӗ сирпӗнсе тухрӗ. Вӑл пӗр аллине кунтӑк йӑтнӑ, кунтӑкӗнче чӗпӗ кӑларма пуслӑха хунӑ хур ҫӑмартисем выртаҫҫӗ, тепӗр аллине тӳлекленсе ларнӑ, шап-шурӑ юрпа тата хӗвелпе алчӑраса кайнӑран курми пулнӑ хур амине тытнӑ. — Мӗнех вара, кайӑпӑр… Мана ун ҫинчен санпа калаҫма та ҫӑмӑлах мар; анчах та эсӗ пур чухне, эсӗ килнӗ кунах уншӑн кунта килме йывӑртарах пулнине ӑнланатӑн пуль эсӗ. Ҫӑмӑл ӗҫ мар ку, анчах ӑна тӑвасах пулать. Ҫаплалла пулать вӑл яланах, тусӑм: черккепелен пуҫлаҫҫӗ, унтан тепре, унтан вара пӑхатӑн та — пурнӑҫне хӳме айӗнче вӗҫесе те хураҫҫӗ. — Мӗн тӑвӑп вара эпӗ комсомолра? Шыв кукӑрӗнчен каюк курӑнчӗ. Кондор тытнӑ япалана вӗҫертсе ямарӗ, пӗчӗк юханшывран пӗр вунӑ утӑмра вӑл ҫӗр ҫине питӗ ҫемҫен ӳкрӗ. — Иван Павлыч, эсир — манӑн тус та пирӗн тус, — терӗ Нина Капитоновна чиперӗн. — Тавтапуҫ, тӑванӑм, — йывӑррӑн хашлатса тавӑрчӗ Лещенко. Халӗ те акӑ картиш варринчи анкӑ-минкӗ сурӑх пек ӑҫталла каймалла-ши тесе ҫаврӑнкаласа тӑмарӗ, — Том пачах ун йышши этем мар, — тӳрех мӑнаҫлӑ така пек васкамасӑр, танлӑн утса килчӗ. Риварес тарасран халӗ нимӗн хӑрамалли те ҫук. Атте каланӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем наукӑсене начар тӗшмӗртеҫҫӗ. Кулма кӑштах чарӑнчӗҫ, вара тӗксӗм ҫутӑра тарӑхнӑ Ҫӑрттан мучин ҫарӑлти сасси илтӗнчӗ: — Пӗр ухмахӗ тӗттӗмре тем-тем каласа вӑрҫать, ыттисем тата темшӗн кулаҫҫӗ… Томӑн ури питӗ хытӑ ыратать, юнӗ те хытӑ юхать, эпир ӑна хӳшше кӗртсе вырттартӑмӑр, герцог кӗпине ҫурса суранне ҫыхма тӑтӑмӑр, анчах вӑл:— Татӑксене кӳрӗр-ха кунта, — терӗ, — эпӗ хамах ҫыхма пултаратӑп. Каштанка нумай ҫисе янӑ, анчах ҫапах тӑранайман, ҫинипе ӳсӗрӗлсе кайнӑ кӑна. Уйрӑласса пӗр-пӗринпе хӑҫан та пулин тӗл пуласса шанмасӑр уйрӑлса кайрӗҫ. — Малтан вӗҫне ҫитиччен итле, ху сысна пек пулмасан, кайран тивӗҫлипе тав тӑван. — Юрӗ-ха, сирӗн те черет ҫитӗ, курӑпӑр эсир епле пӗлнине, — терӗ вӑл, ман ҫине пӑхмасӑр, вара Иконина унран хӑй мӗн ыйтнине каласа пама пикенчӗ. Вӑл халь хӑй ун патне кайнӑ. Унтанпа ӗнтӗ вӑтӑр ҫул иртнӗ… Ҫӑмӑл ӗҫ мар! — Калаҫса пӑхӑр-ха! Тата вӗрентӗр ӑна. Чӗлхене ҫыхайман-ха эсир… Соломон умне хӑйӗн ҫӑхавӗпе пуринчен малтан виркӗс ӑсти, Ахиор тенӗскер, тухнӑ. Вӑл хӑйӗн хӑнӑхнӑ ҫулӗпе яра кун ҫӳренӗ те ывӑннӑ лашисене канлӗх пама каҫ пулсан каллех Ҫӗр айне аннӑ. Гелиосӑн Фаэтон ятлӑ ывӑлӗ пулнӑ. Хамӑр калаҫӑва астӑватӑп-ха эпӗ. Пӗрмай кӗл тӑвать имӗш, вӑл каласа панӑ тӑрӑх вара ялти ҫынсем ҫав монашка Пидорка пулнине чухласа илчӗҫ; козак каланӑ тӑрӑх, вӑл никампа та сӑмах хушмасть; лаврӑна та ҫуранах пынӑ-мӗн, турамӑшне парне кӳме хӑйпе пӗрле хаклӑ та тӗрлӗ тӗслӗ чулсемпе эрешлесе пӗтернӗ чаплӑ матери илсе пынӑ, тет, ҫав чулсем ҫине пӑхсан ҫынсен куҫӗсем йӑмӑхаҫҫӗ, тет. Икӗ уйӑх хушши вӑл йытӑсем хыҫӗнчен ҫуран утнӑ. Лешсем вара юлашкинчен пӗр-пӗрне ҫисе янӑ. «Э-э, Тереза пулмалла», шухӑшларӗ вӑл, тепӗр енне ҫаврӑнса выртса. — Ху кай! Лозневойӑн куҫӗсенче кӑна хӑш-пӗр самантра хайхи тимӗрле йӑлкӑшса илни палӑркалать, — хӑйсем чи малтан тӗл пулнӑ чух Ерофей Кузьмич ҫавна пит хытӑ асӑрхаса юлнӑччӗ. Ҫынсем, стенасем ҫине кӑмрӑкпа ҫырса тунӑ паллӑсене пӑхса, хваттертен хваттере носилкӑсемпе утаҫҫӗ, пусма площадкисем ҫине тухаҫҫӗ, подвалсене анаҫҫӗ, килхушшисем урлӑ иртеҫҫӗ те каллех ҫуртсем айне кӗрсе каяҫҫӗ. Ман пата пӗррехинче ҫеҫ государство секретарӗ Рельдресель вӑрттӑн пырса кайрӗ. Азин хӗвел тухӑҫ тӳрем-сӑртлӑхӗнче Учкурсен сарӑ питлӗ, чалӑш куҫлӑ, вӑйлӑ йӑхӗ пурӑнать. Вӑл — Шумир халӑхӗн пайӗ. Шумирсем — аслӑ ҫичӗ халӑхран тӑваттӑмӗшӗ. Учкурсем сивлек, усал тата ӑссӑрла. Куршанак хушшинче вӑйӑ-кулӑ мар, кирлӗ ӗҫ вырттарчӗ. Сӑвӑ Эпир Мускава куҫса килнӗренпе пӗр уйӑха яхӑнах иртрӗ; эпӗ кукамай ҫурчӗн ҫӳлти хутӗнчи пысӑк сӗтел хушшинче ҫырса ларатӑп; мана хирӗҫ ӳкерчӗксем тума вӗрентекен учитель ларать, хура кӑранташпа ӳкерчӗк ҫинчи темле тӗрӗкӗн чалмаллӑ пуҫне юсать. Анчах вичкӗн куҫлӑ Дик Сэнд пер тӗлӗнмелле хирӗҫӳлӗхе асӑрхамасӑр тӑма пултараймарӗ. Гаррис сӑмахӗсенчен ҫулҫӳревҫӗсем хӑйсем пампа тӑрӑхӗнче пынине пӗлеҫҫӗ. Вӑл йӑлтах тӑнне ҫухатнӑ, хӑйне хӑй куҫкӗски ҫине пӑхса та паллаймасть. Вӑрланӑ пӑшалпа ҫынна вӗлерни час-часах пулакан истори вӑл. Князь хӑнасене чӳрече патне илсе пычӗ. Пачӑшкӑ нимӗн тума пӗлмест, хӑраса ӳкет, ҫийӗнчи питрахилӗ тӑрлатса чӗтрет, хӑй ҫапах та ыйтать: «Тен, эсӗ ҫын арӑмне е унӑн ҫывӑх ашакне, е унӑн ытти выльӑх-чӗрлӗхне хӑҫан та пулсан хапсӑннӑ?» — Парса пӑх-ха, эппин. О, ӗҫпелен мӗн тӑвас тенине пӗтӗмпех тума пулать. Эх, Маякин! Пӗрре ҫитесси ҫур сехетре эпӗ кунта пулӑп — вара эпир Висбадена пӗрле кайӑпӑр. — Акӑ ӑҫталла — мифологинех сикрӗ! — терӗ Базаров. Сирӗн ӑнланулӑх пит сахал ӗнтӗ, анчах ҫапах та ман ӑйӑрсеннинчен ытларах… — Лар-ха, старик, атту эсӗ каллех пӑтраштарма тытӑнатӑн, — хушрӗ Нагульнов. — Ҫапла пулмасӑр! Ун айӗнче сунарҫӑ хӑй лайӑх пӗлекен костюма курса янӑ. — Шыв пур-и? — ыйтрӗ Андрей. Дик Сэнд вӑл мӗн шутланине тавҫӑрчӗ, анчах Уэлдон миссис хӑй ҫине пӑхнӑ самантра ӑна хирӗҫ куҫне тартмасӑр пӑхма вӑй кирлӗ пулчӗ. Тӗлӗнетӗп эпӗ! Вокзалта халӑх туллиех, ҫӗрле ҫеҫ, икӗ поезд хушшинче, ик-виҫ сехетлӗхе кӑшт лӑпланать. Хӑрушӑ пит-куҫ тата Радуба хӗҫпӑшалсӑрлатнӑ икӗ алӑ Хӗллехи Юрӑҫӑн пулнӑ иккен. Вӑл ахлатса та йынӑшса ура ҫине тӑркаличчен хурӑн пуҫ ҫухалчӗ. — Хорь килте-и? — тенӗ паллакан сасӑ илтӗнчӗ те, алӑк хыҫӗнчен пӳрте аллине уйра ҫитӗнекен хурӑн ҫырли ҫыххи тытнӑ Калиныч кӗрсе тӑчӗ, ӑна вӑл хӑйӗн тусӗ Хорь валли пухнӑ-мӗн. Ӗҫ кунта пӗр, е тепӗр ҫын кӑмӑлӗнче мар, тӗрӗс мар принципра. Вялов, хулпуҫҫийӗпе унӑн кӑкрине тӗртсе, тӑшманне хӑй урлӑ ҫӗклесе пеме пикенчӗ. Пӗтӗм округӗпе ухтарса ҫӳрерӗҫ. Метиса тытнӑшӑн укҫа памалла турӗҫ. Анчах ӑна никам та тупаймарӗ. Пӗр аманнӑ ҫынӗ, вельветрен ҫӗлетнӗ брюки тӑхӑннӑскер, пилӗкӗнчен хӗрлӗ шарф ҫыхса янӑскер, тепӗрин тӗлне пӗшкӗннӗ те, тӑнлавӗ патне револьвер тытса, ӑна вӗлерме юнанӑ. Тепӗр кунне Алексей хӑйне уйрӑмӑн тренировка тума пуҫларӗ. Вӑл халӗ пӗркунхи, хӑй утма, чупма, ташлама вӗреннӗ чухнехи пек ҫине тӑрсах ӗҫлерӗ ҫеҫ мар. Мучи пикенсех йӗмӗ тавра пиҫиххи ҫыхрӗ. — Сирӗн именине ҫирӗм пилӗк ҫухрӑм-и? — ыйтрӗ Аркадий. Ҫӗр каҫатпӑр та ак, ирхине — каллех малалла. «Мӗн сумсӑрӗ пултӑр унта? Ӑна хӑйне илес пулсан вара, вӑл пӗрре те тайкаланмасӑр, пӗрре те такӑнмасӑр пырать, калӑн ачаранах ҫапла ҫӳреме вӗреннӗ. — Апла мар пуль, хаджийкӑ! Ҫапла каларӗ ун хаклӑ юлташӗ; вӑл лашине пӗр кантармасӑр ҫӗрӗн-кунӗн хӑваларӗ, ӑна, тӑнне ҫухатнӑскерне, тӳрех Запорожьери Сеча ҫитерчӗ. Пӗрин ӳт-тире шап-шурӑ, теприн — пачах тӗксӗм. — Ҫапла, ватлӑхра пӗрре сутса пӑхам-ха терӗм… — кулса ячӗ Христофор атте. Эсир, граждансемпе хаклӑ карчӑксем, хуть те мӗн шавлӑр та, анчах мана эсир ҫав-ҫавах хам шухӑшран пӑрса яраймастӑр. Хӑйсене христиан ҫӗршывӗ текен хӑш-пӗр ҫӗршывсем ҫын сутассине чаракан акт ҫине халӗ те, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр ҫурринче те, алӑ пусман. — Акӑ мӗн иккен вӑл вунтӑхӑр ҫулхи ҫамрӑклӑх! Джим мана ҫӗлен пуҫне касса кӑларса ывӑтма хушрӗ, унтан: «Унӑн тирне сӳсе илсе, какайне пӗр татӑк ӑшала», — терӗ. — Мӗн пулса иртнине ӑнланаймасӑр ҫав тери тарӑхнипе антӑхса кайнӑ Андрей Игнатенока пӗтӗм вӑйӗпе тӗртсе ячӗ. Ҫӗнтеретчӗ вӗт казак, халӗ ӗнтӗ акӑ хамӑрӑн хӗненине тӳсес пулать… — Ҫапла… пилӗк ҫӗр тенкӗрен кая илме юрамасть пуль тесе шутлатӑп эпӗ, — терӗ Санин аран-аран. Ӑраснах ним те калаҫса тӑмасӑр, яланхи пек «сывӑ пулӑр» тесе, вӗсем пӗр-пӗринчен уйӑрӑлнӑ. Огнянов Мӑнастир патӗнчи шыв арманӗ ҫырминче ҫӗр каҫрӗ. Касмасан, вилетӗн! Эх, эсир те ҫав! — Аттепе анне Грильдрига мана пама сӑмах пачӗҫ, анчах халӗ вӗсем мана пӗлтӗр путеке парне паранҫи тунӑ чухнехи пекех тӑвассине куратӑп: путекӗ самӑрӑлса ҫитсен, вӗсем ӑна ашпа сутӑ тӑвакана сутса ячӗҫ, — терӗ. — Юрӗ, — ответлерӗ вӑл, лашана каялла чакарчӗ. Мӗнрен пуҫланӑ-ха вӑл ҫавна? Систернӗ-и малтан? Вӑй пухма май панӑ-и? Ҫук ҫав!!! — Питӗнчен пӑхмасӑрах палларӑр-и? Аттесем чух тата пирӗн мӗн питех пулнӑ? Ҫапӑҫатӑр-и эсир е сире катӗртмелле пулать? Манах ряса кӗсйинчен пысӑк мар шуҫ коробка кӑларчӗ, ун ӑшӗнчен пӗр чӗптӗм табак илсе шӑршларӗ те пиччӗшӗн ывӑлне пӗлтерчӗ: — Акӑ, табак шӑршлатӑп. Ну, мӗншӗн килтӗн? Халь ӗнтӗ ҫак тӗрлӗ характерлӑ ҫынсене пӗр-пӗрин патнелле туртӑнтарса пӗтӗҫтерекен центр пулман. Чиксе хурӑр. Ҫак вӑхӑтра шыв вӗреме кӗнӗ пек хумханса кайрӗ — кимӗрен темиҫе хӑлаҫра шывран кит ҫури тухни курӑнчӗ. Пӗр ҫӗрте йӗкӗтсем хӗрсене хупӑрласа илчӗҫ: шавлаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ; пӗри юр чӑмӑрккипе перкелешет, тепри юлташӗсенчен тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫҫине туртса илме хӑтланать. Юлашки резервсем киле-киле ҫитеҫҫӗ, минутран минутах вырӑссен ҫаврӑнӑҫ кайнӑ колонни тӑшман тылне пырса тухасса кӗтеҫҫӗ. Ырӑ старик Фока пирӗн ҫине вӑрттӑн пӑхса илчӗ, пуҫне усрӗ, малти пӳлӗм алӑкне уҫсан, тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑрса:— Улттӑмӗш кун ӗнтӗ ҫывӑрмалли пӳлӗмрен тухаймасть, — терӗ. Ун патне аллине чашӑк тытнӑ рабочисем пычӗҫ; вӗсем ҫывхарнӑ чух Иван Гусев хыттӑн ахӑлтатса кулма тытӑнчӗ, вара Власова, кӗнекесем пама пӑрахса, купӑста яшкипе лапша ярса пама пуҫларӗ. Ку 1789 ҫулта, Джексон портӗнчи колонине тунӑ хыҫҫӑн пӗр ҫул иртсен, пулнӑ япала. Вӑрӑм кӗпеллӗ арҫын ачасем ҫухӑра-ҫухӑра пӳртелле чупса кӗрсе каяҫҫӗ, ҫӳллӗ алӑк урати ҫине выртса куҫӗсене усаҫҫӗ те урисене ҫӳлелле тӑратаҫҫӗ, ҫапла вара йӑпӑр-япӑр алӑкӑн тепӗр енне, тӗттӗм ҫенӗхе кӗрсе каяҫҫӗ те унтан текех урӑх курӑнмаҫҫӗ. — Ӑшӑнта — «турӑ чӗрӗлсе тӑтӑр, унӑн тӑшманӗсем саланччӑр…» тесе ил те, хӑрамастӑн вара. Вӑл вӗсене акацисен хӳтлӗхӗнче пирвай пуҫласа илтсен те, унӑн савнийӗ вӗсене чипер тӑнпа тата пит юратса каласан та ҫав сӑмахсем ун чӗрине ҫав тери пырса кӗмен. Пит шӑп тӑнӑ хушӑра хӗрарӑм сасси чӗрене ҫурмалла кӑшкӑрса яни янӑраса каять. Мӗскер пулса иртнӗ вара капла? — пӑшӑлтатрӑм эпӗ, хытса ларнӑ чӗрепе пӑлтӑра кӗнӗ май. Вӑл Гофманӑн поэзи ҫуккине те кӑштах туйнӑ. Альтмансем тӗлӗнсе кайрӗҫ. — Эпӗ йӑнӑшмастӑп-и, господин Альтман? — Чирлесе ӳкрӗ пирӗн йӗкӗт! — терӗ вӑл. Вӑл ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те кӗрекере шӑпланиччен чылайччен кӗтсе тӑчӗ. Грант капитан судра пулмасан, эпӗ Австралине мӗнле ҫакланнине кам кӑтартса парӗ? Эсӗ тек хӑвӑннисемшӗн тӑрӑшатӑн, пытаратӑн, анчах мана кичем. Акӑ эсир, тӗслӗхрен,чӑн-чӑн хаклӑ йышши чул, ытах та сире якатсан… о! — Уйӑрлатӑп, аттеҫӗм, сирӗн ырлӑхӑрпа пурне те тӑватӑп. Вӑл ӑнланмалла мар калаҫни, темле хӑрушшӑн хӑйӑлтатса кулни — пурте кӑмӑла каятчӗҫ мана. Тӳсейми хаярлӑхпа тата ырсунманнине куҫкӗретех палӑртса, хӑйне хай дворянин вырӑнне хуракан Перерепенко ывӑлӗ Иван Иванов, ман тӗлӗшрен тӗрлӗ ирсӗр ӗҫ тӑвать, сиен кӳрет, ҫӗлен пек чеелле, ман сехрене хӑпартма хӑтланать; ӗнерхи кун, кӑнтӑрла иртсен, вӑл вӑрӑ-хурах пек пуртӑсемпе те пӑчкӑсемпе, ийӗсемпе т. ыт. хатӗрсем илсе, ҫӗрле ман картишне каҫса кӗрсе, ман картана ҫитнӗ. Тӳрех пӑхакан куҫӗсенче тулли туйӑм палӑрса тӑрать, туйӑмӑн пӗр пайӗ мар, ҫуралайман туйӑм мар, пӗтӗм туйӑм палӑрса тӑрать. Автор тӑрӑшсах вырӑнти чӗлхене вӗренет. Оленин Марьянкӑн хӗвелпе пиҫнӗ пысӑк мар аллипе икӗ ҫаврака мятнӑй тата пӗр тӗксӗмрех сарӑ тӗслӗ премӗке мӗнле ярса илнине, вӗсемпе ним тума пӗлмесӗр тӑнине ирӗксӗрех асӑрхарӗ. Ганс ман енче пулсанччӗ!.. Ним тумалли те пулман, каялла таврӑнмалли ҫеҫ юлнӑ. — Ку ҫав мустангах пулмасан, ҫӗр ҫӑттӑрах мана! Марья Ивановна памятнике хирӗҫле тенкел ҫинче ларакан дамӑна курнӑ. Марья Ивановна тенкелӗн тепӗр вӗҫне ларнӑ. Ытти пассажирсем пекех, «Вальдек» ҫине ларма укҫа тӳленӗ те январӗн 5-мӗшӗнче Мельбурнран ишсе тухнӑ. — Чӑнах та тӑрлавсӑр ӗнтӗ! — ӳкӗнсе каланӑ старик. — Ну, ан кала ӗнтӗ, эсӗ… Эпӗ сана пӗлетӗп ӗнтӗ! Кӗмӗл ҫӗрӗсем тӑхӑнса ҫӳретӗн… Пӗтӗм пуҫтарӑннӑ халӑх церемониальнӑй марша хатӗрленнине тинкерсе пӑхса тӑрать. — Сирӗн унта ҫамрӑк ҫынпа ӗҫлес пулать, унтан икӗ хут аслӑ пулнипе эсир ӑна хӑвӑр шухӑшӑрсене ҫӑмӑллӑнах пӑхӑнтарма пултаратӑр. Мересьева операци тунӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех палатӑна «Хурҫӑ епле хӗрнӗ» кӗнеке илсе пырса пачӗҫ. Ҫынӗ пит мӑнкӑмӑллӑ…» Иккӗшӗ те пулма пултарас пекле туйӑннӑ. Хӗрарӑмсем урса кайсах хирӗлеҫҫӗ. Крыльца ҫумӗнче, ҫаврашка юпа ҫумне таянса, Ерофей Кузьмич тӑрать. Спасибо сана, вырӑс чунне! Эпӗ санӑн усал пырна ытла та лайӑх пӗлетӗп-ҫке. Манӑн чунӑмпа ӑшри туйӑм ун чухне, пурнӑҫ ӗмӗчӗсене парӑнса, тӗлӗрӳ вӑхӑтӗнчи уҫӑмсӑр тӗлӗксемпе пӗрлешнӗ тапхӑрта пулнӑ. — Ҫурчӗ пулнӑ-ши е ҫук-ши? Пур мӑръесенчен те шӑршлӑ кизяк тӗтӗмӗ хӑпарать. Кам ҫинчен калаҫатӑр эсир? — Сана манран нихҫан та нимӗн те пулас ҫук! Ҫитейместӗп-ши? — Кам? Унтан вара вӑл мана Николай Антоныч кабинетне ертсе кӗртрӗ те стена ҫинчи капитан портретне вӗҫертсе илчӗ — питӗ хӳхӗм портрет, сарлака кӑна ҫамкаллӑ моряк тутисене хӗссе хупнӑ, куҫӗсем йӑлкӑшса тӑраҫҫӗ. Урисене вӑл ялан тӑхӑнса ҫӳрекен кӗҫҫе тапочкӑсем, ҫине арҫын пиншакӗ евӗр ансӑртарах хура жакет тӑхӑннӑ. Хуларан хӑваласа ислетсе янӑ Павлюк, ҫӗрле пулса иртнӗ ҫапӑҫура пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн ҫухатса, хуларан аяккарах кайнӑ та ҫывӑхри местечкӑра чарӑннӑ. Пӗр ҫуначӗ кивӗскер иккен, саплӑклӑскер, теприне тинтерех ҫеҫ ҫӗнӗ хӑмаран тунӑ та, хӗвел ҫинче вӑл ҫемҫен йӑлтӑртатса тӑрать. Ҫав вӑхӑтра Бен Роджерс сасартӑк:— Гек Финӑн вара нимӗнле тӑван та ҫук; унпа мӗн тумалла? — тесе хучӗ. Тинӗс хумханни хӑрушӑлансах пычӗ. Ҫыран хӗррипе вӗрекен ҫил вӑйлӑлансах пычӗ. Асар-писер ҫил-тӑвӑл хускалчӗ. Базаров кулса ячӗ. Давыдов сулахай аллине тытнӑ хаҫатпа питне хупларӗ, сылтӑм аллипе куҫҫульне шӑлса илчӗ. Ӑна ҫакӑ чарса тӑчӗ: вӑл йӑлтах Ерошка тата Лукашка пурнӑҫӗпе пурӑнма пултараяс ҫуккине сиссе илнӗ пек пулчӗ, мӗншӗн тесен унӑн урӑх телей пур, «Телей — хӑвна ху шеллеменнинче» текен шухӑш ӑна чарса тӑчӗ. Халӗ мана кӗртӗр-ха, ӗҫ умӗн пӗрер сехет ҫывӑрса илем… Санӑн та — санӑн та мар? — Чӗлхесӗр вӑл! Тӳпере кӑвакарчӑнсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, Катьӑпа Володя хушшинче пурне те паллӑ ачалла туслӑх ҫеҫ мар, вӗсене пиртен ютшӑнтаракан тата вӗсене пӗр-пӗринпе вӑрттӑн пӗрлештерекен темле тӗлӗнмелле ҫыхӑнусем пуррине сисетӗп. Сайра хутра килекен ҫырусене пӗтӗм чунтан савӑнса вулаҫҫӗ, анчах ҫуртсенче пушӑ та лӑпкӑ. Татах пӑрӑнчӑксем тумӑн-и? — Урӑх нимех те каламарӗ. Пӑшӑрхантарчӗ, ҫапах та хӑратса ӳкермерӗ. Анчах эс сӗтел хушшинчен тухрӑн та, ман чечексем те шӑршӑ сарма пӑрахрӗҫ. — Апла эппин! Калӑн: ҫав ҫырусене пурне те хӑй патне ҫырнӑ. Нумай тавлашнӑ хыҫҫӑн Сиднея ахаль ҫулпах кайма шут тытнӑччӗ Гленерван, Паганель пуриншӗн те кӗтмен япала пулса тӗнӗ сӗнӗвне каласа кӑтартрӗ. Эпӗ тӑваттӑшне вӗлертӗм, ыттисем вӗҫсе кайрӗҫ, хам часрах чӳречене хупса лартрӑм. — Чышаканни пирӗн пӗр-пӗр акӑлчанне пырса тӑрӑнтарать те, лешӗ ураран палт ӳкет — сирпӗнсех каять, вара, пуҫне ҫатӑрласа тытса, йывӑррӑн хашкаса выртать. Ҫак ишев вӑхӑтӗнче «Дунканӑн» шлюпкисем ҫине йывӑр ӗҫ ҫакланчӗ. Анчах моряксем пурпӗрех ӳпкелешмеҫҫӗ. Шӑхӑрт! Кӑнтӑрла тӗлне, хӗвел пайӑркисем хыр тураттисем витӗр йӑрӑмланса тухса ҫутатнӑ чух, вӑрманта ирӗлекен юрпа сӑмала шӑрши сарӑлнӑ вӑхӑта, вӑл мӗнпурӗ тӑватӑ хутчен ҫакӑн пек утса тухса канчӗ. Йӗкӗт, Челкаш ҫине пӑхса, ӑна хуҫа вырӑнне шутларӗ. Вӑл ӗнентермех тӑрӑшать, вӗсем унта пулнах тет; алмазӗ те купипех, арабӗсем те, слонӗсем те тата темӗн те пӗр пулнӑ пулать. Ромашов Тальман мӗн калассине малтанах пӗлсе тӑратчӗ, лешӗ, чӑн та, хӑйӗн яланхи пуплевне хӑйӑлтатрӗ: — А мӗн, подпоручик, карточнӑйӗнче ҫавӑрттараҫҫӗ те-и вара? Эсир кӑштах тӳсӗр ӗнтӗ, полковник, капла юрамасть, унсӑрӑн ман ӗҫе пӑрахма тӳр килет, — тет виҫҫӗмӗшӗ, темӗнле крючокпа мӗскӗн подполковникӑн пуҫне чакаланӑ май. Вӑхӑт-вӑхӑтпа ҫынсем кӑшкӑрашни илтӗнсе каять, унтан ӑна тупӑ кӗмсӗртетнӗ шав хупласа хурать. Кунта сехрене хӑпартакан хӑрушӑ картана. — Эпӗ шӑпаран пӑрӑнма пулать тесе шутланӑ… Манӑн атте ун пек хитре пикене хӑй ӗмӗрӗнче нихҫан та курман тесе каласа паратчӗ. Хӗрлӗ сӑнлӑ ҫулӑм, хаваслӑн кулса, кӑвайт тавра ларакансен хура кӗлеткисене ҫутатрӗ, ҫын сасси кӑвайт хуллен шӑтӑртатса, чашкӑрса ҫуннипе хутшӑнса тӑчӗ. — Ку — ахаль-махаль ултав е аташу. Актеон тӗреклӗ аллипе Бенедикт пиччене ҫавӑтса пычӗ; Алексей урине юр ҫине тытрӗ, ыратни кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. — Ку хак кӳрентермест пек туйӑнать мана. — Тӗнчене юратупа выҫлӑх тытса тӑраҫҫӗ, — тесе пӑшӑлтатнине илтрӗм те эпӗ, ку сӑмахсемпе «Выҫлӑх-патша» ятлӑ революциллӗ кӗнекен ячӗ пичетленнине аса илтӗм. Ку пит тӑнлӑ тата тӗрлӗрен япала шухӑшласа кӑларма пултаракан халӑх. Эпӗ мӗн чухлӗ ҫисе янинчен вӗсем мана сахалпа ҫырлахтарма ҫуккине чухласа илчӗҫ; чи пысӑк пичкине вӗренсемпе пит ҫӑмӑл ҫӗклесе хӑпартрӗҫ те, ӑна ман алӑ патне йӑвантарса пычӗҫ, унтан тӗпне ҫапса кӑларчӗҫ. Шыв кӗрлени кӑна чуллӑ ҫыран тӑрӑх ян каять; ҫавӑнпа пӗрлех тата арман кустӑрми шалтӑртатса янӑрать, ту хушшинче чарӑна пӗлмен шав илтӗнет. Ялан пӗрер сӑмах калатӑн, «ҫук», «ҫапла» тетӗн. Ара, питӗ ӑслӑ шухӑш ку! Эпир сирӗнпе ентешсем вӗт. — Мӗнле тумтир вара вӑл? Вӑл вырӑнсем ӑна питӗ интереслентернӗ, ҫавӑнпа та вӑл вӗсемпе гидрографи тӗлӗшӗнчен ытларах та ытларах паллашасшӑн пулнӑ. Пӗр минут та тӑхтаса ан тӑрӑр. Пӗр ушкӑнӗ Тосун-бей хыҫӗнчен пырса ҫапмалла, тепри — ҫывӑхри ялсен халӑхне ҫӗклетмелле… — Эпӗ путатӑп, — ним пулман пек тавӑрчӗ те Бенедикт пичче, ури айӗнче люк уҫӑлнӑ пек, хӑвӑрт лачакана анса кайрӗ. — Выльӑхла мар, — терӗм эпӗ, ним калама аптӑраса. Базаров сасартӑк куҫӗсене уҫрӗ. Чӑнах та иккен, хайхи сӗвекрех, хурӑнлӑ сӑрт ҫывӑхӗнче икӗ танк тӗтӗм мӑкӑрлантарса лараҫҫӗ. Хӗр ҫав вӑхӑтра пӗр хӑйӗн Ясекӗпе ҫеҫ тӗнче хӗррине те кайма пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ. — Хаклӑ сэр, маориецсем ҫинчен калаҫнӑ чухне шанманни шаннинчен авантарах пулать. Вунӑ минутранах ман пуҫ ыратма пуҫларӗ. Вӗсем уйӑх ҫути ӳкнӗ тӗле пырса лекеҫҫӗ. Гавань хапхинчен вӗҫе-вӗҫӗн тулли лавсем кӗмсӗртеттерсе тухрӗҫ. Вӗсене хирӗҫ извозчиксем пушӑ ларсемпе ҫӗмӗрттерсе кӗчӗҫ. — Мӗнле-ха, — терӗм эпӗ, — мӗнле-ха этем йӑхӗн малалла ӗрчесе аталанмалла вара? Робертӑн, хӑйӗн тусне парне парас тесен, ачашлӑ йӑпанусемсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫук. Вӑл Таукӑна чуптуса илме те манмарӗ. Кил картинче икӗ тап-таса чӑх ҫӳреҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле тирпейлӗ автан, пирӗн, карчӑкпа иксӗмӗрӗн, ӗмӗре ҫав кайӑк-кӗшӗк те ҫитет, ҫамрӑккисем пуйччӑрах, пире пуянлӑх вӑл пачах та кирлӗ мар. Уншӑн мӗнех вара, енчен ӑна Ровоама хаджи кураймасть пулсан? Хӑйне тӗксе кӑларса яни те кӳрентермерӗ ӑна. — Пӗтес пек туйӑнать. Ҫавна хирӗҫ сасӑ: санӑн хӑрамалли ҫук, мӗншӗн тесен ещӗкне кимӗ ҫумне ҫыхса лартнӑ. Халех платник килет те ещӗке шӑтарса сана туртса кӑлармалӑх шӑтӑк тӑвать, терӗ. Ҫамрӑк хӗрпе Макҫӑм хушшинче темӗнле кӗрешӳ пуҫланса кайнӑ тейӗн, вӗсем иккӗшӗ те хӑйсен карчӗсене тӗплӗн пытарса, халлӗхе пӗрне-пӗри сӑнаҫҫӗ кӑна-ха. Эпӗ татах кӑшкӑртӑм, унтан тата тепре, виҫҫӗмӗш хут, вӑрман тӑрӑх унталла-кунталла чупатӑп, чӗнетӗп, а-у! тетӗп — нимӗнле сас та ҫук; вата Джим ҫухалнӑ. Эпӗ турра ӗненместӗп, — терӗ. Площадь те шӑпланчӗ — ку кунхине унта, унчченхи тилӗрчӗк шавпа танлаштарсан, шӑпрах пулчӗ. Майор ҫӑмлӑ перчеткине хыврӗ те, Алексей аллине одеял айӗнче хыпашласа тупса чӑмӑртарӗ:— Тӗлӗнтермӗш этем, сире питӗ нумайччен сыватас пулать, чӑннипех эмеллес пулать! — терӗ вӑл. Кӑвайт хунӑ ҫӗрте шап-шурӑ кӗл выртать, кӑвак тӗтӗм ярӑмӗ ҫеҫ тӳрех ҫӳлелле хӑпарать. Ял енчен ӗнӗк шӑрши килет. Уҫланкӑ хӗрринче ҫынсене чарса тӑратсан, Озеров пӗчӗкҫеҫ яла разведчиксем ячӗ те, хӑй Яхнопа ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Ку туйӑм асаилӳсем евӗрлӗччӗ; анчах мӗне аса илтернӗ-ха вӗсем? Нивушлӗ эсир, акӑлчан пулсан та, ун ҫинчен пӗлместӗр? Чылайччен ҫывӑрма выртмарӗҫ вӗсем; ватӑ Тарас пушшех те час выртмарӗ, вӑл тӑшман салтакӗсем хушшинче Андрий пулманни мӗне пӗлтерет-ши тесе шутласа ларчӗ. Вӑл аллисене хире-хирӗҫ шаплаттарса илчӗ те ҫирӗппӗн малалла каларӗ: — Пирӗн уяв патне ӑмӑрткайӑк та вӗҫсе ҫитес ҫук, ҫапах та Майӑн Пӗрремӗшӗнче пысӑках мар уяв тӑватпӑр-ха! Анчах Иван Иванычпа ун хушшинче мӗнле пысӑк уйрӑмлӑх палӑрать! Вӑл, эпӗ пырса кӗрсенех, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ те:— Мӗн туса хутӑн эсӗ, Саня! Амнисти — чи илемлӗ сӑмах, этем чӗлхипе ун пек илемлӗ сӑмах хальччен каламан-ха. Шухӑшӗ унӑн пӑхӑнуллӑ предложенисемпе туратланма пӗлмен, вӑл унӑн, патак пекех, кӗске пулнӑ. — Вӑл пулӑшать, кӗтсех тӑр… — шанӑҫсӑр каларӗ Разметнов. Унтан вара Румыние кайнӑ, ҫулталӑк ҫурӑ унта ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн каллех Болгарие таврӑннӑ, агитатор шӑпине килекен хӑрушлӑхпа та йывӑрлӑхпа нумай кӗрмешнӗ. Кантӑксем пур ҫӗрте те яриех уҫӑччӗ. — Ҫук, тӑванӑм, кӑна ан кала: Базаров ӑслӑ та пӗлекенскер. Малтанах сӑпайлӑ, ӑслӑ пек туйӑннӑ Рыбина хирӗҫ халӗ унӑн темле тӑшманла туйӑм ҫуралчӗ. Эпир Нева хӗрринче, гранит сак ҫинче, кӗрхи уйӑхлӑ каҫхине лараттӑмӑр, иксӗмӗр те кун каҫа ҫине тӑрсах ырӑ, усӑллӑ ӗҫ тума тӑрӑшса, анчах нимӗн те тӑваймасӑр ывӑнса ҫитнӗччӗ. Аттесӗр пуҫне, ун ҫине никам та лараймастчӗ. Прохошка ҫывӑракан Павка патне сиксе ӳкрӗ. Пӑванӑн сӑн-пичӗ чулланса кайнӑ пекех пулчӗ. Куратӑн-и, учительсем хушшинче улшӑну пуҫланчӗ, вӗсенчен хӑшӗсем ӗнтӗ пӗтӗмпех пирӗн енне куҫаҫҫӗ. Хӑвна ҫеҫ мар, ҫынсене шанни те кирлӗ. Ку прошени ӗҫе кирлӗ пек хускатрӗ: судья, ытти ырӑ ҫынсем пекех, хӑравҫӑскерччӗ, вӑл хӑй секретарӗнчен ӑс ыйтса пӑхрӗ. — Улпут майри хӑй. Тӗрмере ларатӑн вара… Кӑвак кӑвакарчӑн пек кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ чи ватӑ козаксем те пуҫӗсене сулчӗҫ, шуралнӑ мӑйӑхӗсене хускатса шӑппӑн кӑна «пӗлсе каланӑ сӑмах!» терӗҫ. Белецкий хӑй тап-таса та чиперскер, пӗр аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн анчах, кровать ҫинче Les trois mousguetaires вуласа выртать. Эпир ҫынсем хушшинче ӳссех пыракан ҫитменлӗхсене пӗтермелли майсем шутласа кӑларнӑ пулӑттӑмӑр. Санаторирен вӗсене илме машина ярса панӑ. Анчах та Мересьев госпитальти начальниксене: манӑн Мускавра хурӑнташсем пур, эпӗ вӗсене курмасӑр тухса кайма пултараймастӑп, тесе ӗнентерчӗ. Унта ҫул ансӑрлансах пырать, чул тусем кӑвакланса тата хӑрушӑланса пыраҫҫӗ, юлашкинчен вара вӗсем пӗрлешсе ҫирӗп хӳме пулса тӑнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. — Ҫирӗм ҫичӗ тенкӗ, — мӑнкӑмӑллӑн хуравларӗ Валька. Павел сасартӑк хӑвӑрт та ҫирӗппӗн калаҫма тытӑнчӗ: — Сирӗн ун пек калаҫмалла мар, — мӗнле эсир? Джим пуҫне сулчӗ те:— Ҫук, пулмасть, масса Том! — терӗ. Ӑсра эпир хваттер илнӗччӗ ӗнтӗ, ӑҫта та пулин мар — Киров проспекчӗ-ха, пысӑк Петьӑна ӗҫлемешкӗн никам та ан кансӗрлетӗр тесе, пӗр аяккинче студи уйӑрса патӑмӑр та, ҫапла тунӑшӑн вӑтанчӗ вӑл. Христос ӳтне илсе тухнӑ чухне, кардинал трон ҫинчен тӑчӗ те престол умне чӗркуҫленчӗ. Тусӗ кинора пултӑм тесе ҫырать, Катя, кинора пулман пулин те, пултӑм тесе ҫырать. Анчах М. профессорӑн ытарайми статьи пичетленсе тухнӑранпа пӗр уйӑх кӑна иртрӗ — «Св. Марийӑн» наукӑллӑ пехилӗ ҫинчен ҫырнӑччӗ вӑл — хӑех вал мана телефонпа чӗнтерчӗ те тинех эпӗ килӗшрӗм. …Доклада — Кира амӑшӗ таранччен — пурте пынӑччӗ. — Чӗкеҫӗм, эс ан хӑра… — тенӗ Агей мучи хытакан чӗлхипе. — Мана хул хушшинчен тыт-ха, атту ӳкетӗп эпӗ… Станца пуҫлӑхӗсен хисеплӗ сословийӗнче ман пӗлӗшсем пурри каламасӑрах паллӑ ӗнтӗ. Вӑл питӗ лайӑх хӗрарӑм кӑна та мар — питӗ ӑслӑ та вӑл, чӑнах. Ун пек калакан ҫын вӑл сутӑнчӑк… — Эпӗ хам унта пулман, ун чух кунта хамӑрӑн демонстрацие йӗркелесшӗнччӗ — ӗҫ тухмарӗ! Эпир ун чух сахаллӑнччӗ. Ҫапла вара, хумсем киле-киле ҫапсан, вӗсен ҫиелти пайӗсем пӗтӗмӗшпех тӗшӗрӗлсе анаҫҫӗ. Гленарванпа унӑн тусӗсем ҫав ишӗрӗлнӗ вырӑнпа кӗрсе кайса самаях чӑнкӑ ҫыранпа упаленсе ҫиеле хӑпарчӗҫ. Каллех ун сюртукӗн арки вӗҫсе илчӗ, ҫурӑмӗ пӗкӗ пек авӑнчӗ, пит-куҫӗ вара, кӳмене курасси уншӑн кӑмӑллӑ япала ҫеҫ мар, чӑтма ҫук пылак самант та пулнӑ пек, лапкӑшпех телейлӗ кулӑпа витӗнчӗ. Эпӗ вара час-часах унпа сӑмахлаттӑм. Ӑнсӑртран килсе тухнӑ пӗр пӗчӗк шухӑш унӑн ытти тӗп шухӑшӗсене пурне те ҫӗнтерчӗ. Ҫав шухӑш сӗт ҫинчен шухӑшлани пулчӗ. — Мӗн тата? Ҫав тери ывӑннӑ козак, пӗтӗмпех шыҫӑнса кайнӑ; пичӗ ҫилпе куштӑркаса пӗтнӗ: ӳкнӗ те вӑл ҫавӑнтах, ним туйми ҫывӑрса кайнӑ. Тӑрук каялла ҫаврӑнса, Лозневой йӗнерне нӑтӑртаттарса илчӗ: — Мӗн пулнӑ? Вӑл тутипе йыхӑрнӑ та, Каштанкӑна аллипе кӑчӑк туртнӑ. Вӑл ӗнтӗ «каяр» тенине ҫеҫ пӗлтерме пултарнӑ. Турри пӑрахмӗ-ха, мӗнле те пулин упраса хӑварӑпӑр, сыватӑпӑр. Ӑнланмалла мар куҫкӗрет курайманлӑхпа чӗтреве ерсе, Динго карап поварӗ ҫинелле ыткӑнчӗ. Хамӑн вӑй ҫитнӗ таран сире пулӑшма хатӗр. Ҫаксене пурне те вӑл пӗр сӑмахсӑр, вӑрттӑн тунӑ пек, тӑвать, ав, пӑхатӑн та, пытанассӑн та туйӑнать. Вӑл, урӑхла каласан, ӑратлӑх (ҫамрӑк Франци мар), пуринчен ытла ҫын уттинче тата алли-уринче палӑрать: уйрӑммӑнах тата сӑмси пит нумай япалана пӗлтерет. Тӑванӑмсем, пӗтме ан парсамӑрччӗ!.. — Мӗнле япала-ха ку? — терӗ тахши, чӗтрекен ҫинҫерех сассипе халӑх ушкӑнӗнчен. Тата тепӗр ҫур ҫухрӑма яхӑн кайсан, ҫара юмансен айӗпе юланутлӑ ҫын кӑкарман икӗ вӑкӑра хӑваласа пынине курчӗ, йӗнер ҫинче курпунне кӑларса ларса пыракан юланутҫӑ вӑкӑрсене тилхепепе хӑмсаркаласа хӑвалать. Рабочисене ку ӗҫ тавралӑха сыватать тата пурин пурнӑҫне те аванлатать, тесе ӑнлантарса, директор ҫав шурлӑха типӗтме рабочисен ӗҫ укҫинчен кашни тенкӗрен пӗрер пус тытса юлма хушнӑ. — Вӑт халь маттур, — терӗ Сережа, ӑна аллипе лӑпкаса. — Тӳрӗ пурӑнман пулсан, арӑм вӑл яланах пӗлме пултарать, ӑна, ачам, улталамалли ҫук! Ун хыҫҫӑн вара икӗ салтак Осип Михайловича хулӗсенчен тытса, ҫавӑтса пычӗҫ. Хӗвеланӑҫӗ еннелле пӑхсан, пӗтӗм илемлӗхӗпе сарӑлса выртакан океан ҫав кӑпӑкланса тӑракан тусен тӑррисемпе пӗрлешсе вӗҫӗмсӗр тӑсӑлнӑ пек курӑнать, ҫӗрпе тинӗс хушшинчи чикке уйӑрса илме те май ҫук. «Манӑн вӑл хӗре ҫавӑнтах вӗлермеллеччӗ. Эпир ӑна хупӑрласа илтӗмӗр те — усал кулӑпа, чи путсӗр сӑмахсем каласа вӑрҫса намӑслантарса пӗтертӗмӗр. Кӑнтӑрла ҫитес умӗн кӳме ҫул ҫинчен сылтӑмалла пӑрӑнчӗ те кӑштах кайсан чарӑнса тӑчӗ. Пурнӑҫ кунта ир пуҫласа каҫчен вӗресе кӑна тӑрать. — Мучи, улӑпсем! — йӗрсе кӑшкӑрчӗ вара ӑна Егорушка. — Евгений Васильевич, — терӗ Анна Сергеевна, — каяр-ха ман пата… — Вара эпӗ ӑна ҫыруне те, укҫине те патӑм, вӑл… — «Ну, вӑл мӗн турӗ?» — Каҫар, батюшка. Кимминче икӗ пӑшалччӗ, темле тир пурччӗ, секстант та хир биноклӗ, пурте тутӑхса пӗтнӗ, кӑвакарса пӑнтӑхнӑ, мӑкпа ӳссе ларнӑ. Мӗн хӑямачӗ, тетӗп ӑшӑмра… Ҫав решение Макар тунӑ айӑп ун пекех хытӑ ответ тыттармалӑх ҫук, тесе пӑрахӑҫларӗҫ, кунсӑр пуҫне тата ун чухне Макар ӗҫне — «мораль тӗлӗшпе пӑсӑлнӑ», «хӗрарӑмсемпе иртӗнсе пурӑнать», — тенисем иккӗмӗш хут тӗпчесе пӑхнӑ хыҫҫӑн, ку тӗрӗс марри курӑнчӗ. Сывлӑш шуралсах кайрӗ. Шухӑшласа пӑхма хӑрушӑ: пӗтӗм хула умӗнче винтовкӑна ҫӳрет. Унта, пур ҫӗрте те, хӗҫ-пӑшал управӗсем, сывлӑш карапӗсен гаванӗсем. Вӗсем Ҫӗртен хӗрӗх талӑк хушши тӑкӑннӑ та тӑкӑннӑ. Кӑштах тӑрсан, чӑлан хӑми хушшинчен ҫутӑ курӑнса кайрӗ, алӑка каллех уҫрӗҫ. — Ма вара апла, ытлах шӑнса хытрӑн-и мӗн? — тесе ыйтнӑ Ваҫили Андрейч. Вӑл килне мӑнкун умӗн кӗҫнерникун кайса, виҫ-тӑватӑ кун унта пурӑнма пулчӗ, мӗншӗн тесен Джеммӑпа курнӑҫса савӑнни, вӑл кунсенче чиркӳ хӑйӗн ачисене лӑпкӑ кӑмӑллӑ пулса, турӑ ҫинчен ҫеҫ шухӑшлама хушнине хирӗҫ пыни пулӗччӗ. Сӗтелӗн тӑватӑ кӗтессине те кӗнекесем типтерлӗ купаласа хунӑ. Унтан вӗсем, пӗр вӑхӑта нимӗн чӗнмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса тӑнӑ. — «Ыттисем пӗлмеҫҫӗ» — «Мӗн?» Хӗрарӑмсене ҫавнашкал хӑйне майлӑ та ҫӗнӗ йышши тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем вара турех килӗшеҫҫӗ. Хӑй яланах хаваслӑ пулма тӑрӑшать. Калаҫасса татӑкӑн-татӑкӑн, кӑшт ҫеҫ систерсе калаҫать: эсир ӑна йӑлтах пӗлетӗр, астӑватӑр, каласа пӗтерменнине хӑвӑрах ӑнланма, каласа пӗтерме пултаратӑр, тенӗ пек ӗнтӗ. Кала туррипе. — Мӗншӗн эсӗ манран апла ыйтатӑн, Луиза? Тупнӑ япала, тупнӑ вӑхӑт!.. Эпӗ сана лайӑх оброк тӳлесе тӑрӑп, тенӗ. Зеб тата ҫакна та пӗлнӗ: Кассий Кольхаун ҫавӑн пек ӗҫре хӑйне хӑй улталама паракан ҫын пулман. Урӑх ун пек пулмӗ: хам енчен мӗн тумаллине тӑвӑп эпӗ… Алӑк уҫӑлчӗ; пӗчӗк алӑ ман алла ярса тытрӗ… Сасӑсем, темле ҫемҫе те кӑпӑшка япалапа чӗркесе хунӑн, янрамасӑр илтӗнеҫҫӗ. Пирӗн кивӗ ял варринче ват юман пур. — О, эпӗ сыхлануллӑрах пулатӑп, ун пирки ан пӑшӑрханӑр, пӗрре те ан пӑшӑрханӑр, — тесе кулса илнӗ Денни. Хамӑн совеҫ таса мар пирки эпӗ ниепле те лӑпланаймастӑп. Унтан вара вӑл Кораблев ҫине куҫрӗ, унӑн «ӑслӑ пултарулӑхне мухтаса» илчӗ. — Мӗншӗн йӗкӗлтемелле-ха вӗсене? Пӑр куҫ умӗнчех ванса пырать. Берсенев тата темиҫе кун иртсен кайрӗ. Такан кӑмӑллӑрах пек туйӑнать мана. Вара вӗсем турра тархаслама пикеннӗ: — Эй, тура! Чылайччен никам та чӗнмерӗ. Унӑн ӑш-чикки сасартӑк ҫав тери хӗрӳллӗ савӑнӑҫпа тулчӗ. Вӑл: «Оля!» тесе кӑшкӑрса ячӗ те, пурин ҫинчен те манса кайса, нимӗҫ ҫӗре ӳксе ҫунма тытӑничченех ун тавра ҫаврӑнса, ӑна юлашки ҫула ӑсатрӗ. Манпа вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫын пек мар, пӗр тӑван пекех калаҫатчӗ. Ахӑртнех, ман пата вӑл хӑйӗн авалхи тусне курса калаҫас кӑмӑлпа кӗчӗ пулмалла. Тӗрӗссипе каласан, пӗрремӗш хут тӗл пулнӑ чухне эпир чылай вӑхӑт хушши пӗр-пӗрне курман туссем калаҫнӑ пек калаҫрӑмӑр. Мӑнаккӑшӗ те унпа пӗрле ачашшӑн кулса янӑ. …Атӑл тӑрӑх ҫӳресе килнӗренпе, ача хӑйне ашшӗпе те, мӑнаккӑшӗпе те, тата Маякин умӗнче те йӗререх тыта пуҫланӑ, калаҫма та юратнӑ. Эсир тем ҫинчен ыйтрӑр пулас манран? Эпӗ ыран кӗрсе тухӑп. — Нушара пурӑнатпӑр, шӑнса, выҫса, терт куратпӑр. Тӗревӗсем пирки вара тӗрлӗ халӑхӑн тӗрлӗ шухӑш пулнӑ. Манми вӑхӑт! Санин хӑй кунта ытлашши пулнине туйса кондитерскине тухрӗ. Эпӗ тӑват уран упаленсе аран-аран калемпӗр йӑранӗ хушшине ҫитрӗм, ун айӗнче тӑрса хӑтӑлса юлтӑм. Пӳрт мӑкӑрӑлчӑкӗсенчен ҫатӑрласа тыта-тыта терраса ҫине улӑхрӗ. Корона Хӗвелӗн те пур. Вӑл Алексея ыран ир, вӗҫмелли кун пуҫланнӑ тӗле пыма хушрӗ те, ӑна тӳрех тӗрӗслесе пӑхма пулчӗ. Анчах куҫа курӑнман пусахлӑ вӑй пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех ҫилпе сывлӑша хӗстерсе лартрӗ, тусана пусӑрӑнтарчӗ, вара каллех, ним те пулса иртмен пекех, таврара шӑпланса тӑчӗ. Лере пӗлекен ҫынсем пӑхнӑ та: «Ку япалана сӑрламалла та кӑларса ывӑтмалла, капла тусан йӳнӗрехе ларӗ», тенӗ. Ҫурҫӗр иртсен те пирӗн чӳречесем мӗншӗн ҫутти ҫинчен шухӑшласа тӑмасӑрах, ҫапла темле хӑрушӑ япала пулассине кӗтсе эпӗ картлашкасем ҫине пусса хӑпартӑм та шӑнкӑртаттартӑм. «Ҫуркуннеренпе епле хитреленсе кайнӑ вӑл!» — шутларӗ Давыдов. Унӑн пӗчекҫӗ аллисем ҫинчи кӑшт ытларах мӑкӑрӑлса палӑракан тӗттӗмрех кӑвак тӗслӗ юн тымарӗсем кӑна пӗтӗмӗшле туйӑнӑва пӑсса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫунса-хыпӑнсах чикана юлашки пӗр тенкине чакарттарасшӑн, ҫав пӗр тенке пула вӗсем лаша хакне килӗштереймесӗр тӑнӑ. Ҫӗнӗ шухӑшӗ ҫунат хушрӗ тейӗнех, уҫӑлнӑ вӑй-хӑват ӑна ҫӗклентерсе ячӗ. Вӑл — ватӑскер, ӑна хисеплес пулать! — Анчах ҫакӑн пек тытӑҫӑва нимӗнле туслӑх та нумайччен чӑтма пултараяс ҫук. Марийка Лозневоя усал куҫпа вӑрт пӑхса илсе, ун утӗнчен пӑрӑнас тесе, ура ярса пусрӗ, анчах Лозневой каллех ун ҫулне пӳлсе лартрӗ. Подпольщик Эглит, — ку та латышах, — унтан тепӗр чухне тӑрӑхласа кулкалать. Каллех комисси килмелле, — тесе пӗлтерчӗ вӑл Корчагина хыпӑнса. Павел командирсемпе пӗрле ҫул хӗресленнӗ ҫӗре кайрӗ. Разведчик шутланисем тӗрӗс пулни палӑрнӑ: хӗвеланӑҫ еннелле кайнӑ чух мустанг малта пынӑ, каялла килнӗ чухне вӑл американски лаша хыҫҫӑн пынӑ-мӗн. Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн те мар пек, Воропаевӑн та мар, унран е ҫемьерен аслӑрах вӑя пӑхӑнса тӑрать. Каҫхине, пурте выртса пӗтсен, юнашар койка ҫинче выртакан Окунев та ҫывӑрса кайсан, Корчагин ҫутӑ патнерех сиксе ларчӗ те ҫырӑва уҫрӗ. Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ-тӗр хӗрӗнкӗ пуҫпа? — Тӑрӑр! вӑрӑсем килнӗ… черкессем… Садра е уйра ачасене хӑйсем тӗллӗнех хӑварсан, хӑйсене ирӗкрех туятчӗҫ вӗсем, вӑйӑсем пуҫласа яратчӗҫ, анчах суккӑр пурпӗрех вӗсенчен аякраччӗ, юлташӗсем хаваслӑн кӗшӗлтетнине итлесе тӑратчӗ кӑна. Ыттисен асапне курнипе санӑн чӗрӳнте урӑх нимӗнле туртӑм та вӑранмасть иккен! Ҫакӑн хыҫҫӑн кимме урапа ҫине лартрӑм та, турӑ лашапа тепӗр тарҫӑ сӑнаса пынипе, ехусем ӑна питӗ асӑрханса тинӗс хӗррине турттарса ҫитерчӗҫ. Вӗсем стенари уҫӑ шӑтӑка курчӗҫ, ӑна ҫӳлтен пуҫласа аяла ҫити ухтарчӗҫ, вӑрттӑн анса хӑпармалли пусма картлашкисене пӑхса тухрӗҫ: вӑл типӗ вара тухать иккен. Нимӗн иккӗленмелли те юлмарӗ: хӳтӗленекенсем ҫак вӑрттӑн ҫулпа тарнӑ. Пӗтӗм ҫар базисене каравансем пыракан маршрутсем тӑрӑх туса тухма ыйтатчӗ вӑл. Вӑл нимӗҫпе алӑ ҫапса килӗшрӗ те пӗтӗм пурлӑхне сутса ячӗ, халӗ акӑ, хӗрӗпе пӗрле, Америкӑна каять. Анчах вӗсем ним шарламасӑр, тулта октябрьти усал ҫил кӗрленине тата хурӑнсем йывӑррӑн кӑриклете-кӑриклете илнине итлесе, чей ӗҫсе ларчӗҫ. Ман кӗлеткемшӗн те юрӑхлах мар пула пуҫланӑ тӑлӑп уншӑн чӑнахах та тӑвӑр иккен. Вӗҫтер, мур илесшӗ!» — тесе тарӑхса кӑшкӑрнӑ; — унтан, тула тиенӗ урапана тӳнтерсе ярса, тем-тем каласа вӑрҫса, пушӑллах киле таврӑннӑ. — Ку ытларах сирӗнтен килет пулӗ тетӗп эпӗ, кукка. Вӑл, кӑтӑрса кайнӑ та хӳрине тӑратса, тулхӑрса янӑ самантра сасартӑк тӑватӑ урипе те ҫӗр ҫумне тӑп! хытса тӑнӑ ӑйӑра аса илтерчӗ. Вӗсем аялтан ҫухӑраҫҫӗ. Грушницкий ман умра пуҫне усса тӑчӗ, нимӗн тума пӗлмест, анчах совеҫ мӑн кӑмӑллӑхпа кӗрешесси нумая пымарӗ. Пирӗн пуҫсем ҫине пӗр-пӗр чул катӑкӗ килсе ӳкес пулсан, вулкан ӑшӗнчен капла телейлӗ хӑтӑлса тухни те харама ҫеҫ кайӗ. Ехлетсе, юриех ахлатса, сулахай аллипе пилӗкӗнчен тытса, вӑл ҫӳлти картлашка ҫине улӑхрӗ, ҫенӗхе кӗрсен ҫеҫ кӑкӑрне чӑнласах аллипе чӑмӑртарӗ те, минутлӑха куҫне хупса тӑчӗ, шурӑхса кайнӑ тутипе: «Сире пурсӑра та тем тери ылханатӑп эпӗ!» — тесе пӑшӑлтатса илчӗ. Ҫӗр, ешӗл ҫӗр, — пӗрре пӗлӗтсемпе, тепре ҫап-ҫутӑскер, капӑр та нумай шывлӑскер, хӑйӗн ачисем тӗлӗшпе чарусӑр усалскер, вӗри юнпа исленнӗскер, — анчах пур пӗрех — юратнӑскер, тӑван ҫӗр-шыв… — Тем тесессӗн те, — сасартӑк шанчӑклӑн, хыттӑн каласа янӑ Фома, куҫӗсем ун каллех хӗмленме пуҫланӑ, — тем тесессӗн те — пӗтӗмпех эсир айӑплӑ! — Мантӑр та-им? Эсӗ сут ӑна мана. — Вӗлермелле, паллах! — Эпӗ ӗнер килте философи историне вуласа ларатӑп, радио калаҫать, анчах эпӗ, кенеке вуланипе, ӑна итлеместӗп. Перерыв пӗтмерӗ-ха. — Мюльреди лаши пекех юрӑхсӑра тухрӗ. — Андрей качака путеккине урайне тӗртсе ячӗ, аллине ҫӗлӗкӗ патне тӑсрӗ, унтан, пысӑк ҫӗлене явӑнтарнӑ пек, мӑйне мамӑк шарфпа яваласа хучӗ. Малтан, полкри ҫынсем ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхса ҫитеймен чух, походран хӑранӑ чух, пурте ҫавӑн пек вырӑнсемпе утма юратнӑ, анчах часах пурте уҫҫӑнах курнӑ: кун пек ҫӗрте утма питӗ йывӑр-мӗн. Вӑл пӗртте сиенлӗ мар, унӑн хучӗсем те йӗркеллӗ, ҫавӑнпа та эпир ӑна тивместпӗр. Пирӗн ытлашши тиесе тултарнӑ пӗчӗкҫӗ кимме пӗчӗкҫеҫҫӗ хум та ӳпӗнтерме пултарать. Анчах кунтан та ытларах шыв юхӑмӗ пире аяккинелле илсе каять, эпӗ малтанхи хутсенче чарӑннӑ вырӑна, сӑмсах хыҫӗнчи ҫыран патне пыма памасть. Кишенёв, Яссы тата уйрӑмӑнах Будапешт опычӗ аманнӑ ҫынна тыла илсе кайма кирлӗ марри ҫинчен калать, халӗ, эпир ҫӗнтерсе пынӑ чух, тусла мар пулин те, тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшу пама хатӗр опытлӑ врачсем пур ҫӗрте те тупӑнаҫҫӗ. — Унӑн кӑмӑлӗ усал, — тенӗ мисс Сетби. — Колхоз пирки. Ҫапла вӗсем хӑвӑрт кӑна ҫатан картаран патаксем туртса кӑларчӗҫ те, вӗсем ҫине пӗр миххине хурса хулпуҫҫи ҫинче ҫӗклесе кайрӗҫ. Ҫавӑнтан пуҫларӗ те вӑл, директорӑн пысӑк, тирпейлӗ, кӗнеке шкапӗсемпе эрех тултарнӑ эрешлӗ кӗленчесем лартса тухнӑ кабинета кӗнӗ хыҫҫӑн. — Широкогоровпа палашас тесе кил те — унӑн докладӗнче ҫывӑрса кай иккен! Унтан хуҫана чӗнтерчӗҫ; анчах малтан хуҫа хӑй мар, унӑн ҫиччӗри хӗрачи, тем пысӑкӑш чӑпар тутӑр ҫыхнӑскер килчӗ; вӑл Инсаров мӗн каланине тимлӗн, хӑранипе сехри хӑпнӑ пекех, ним шарламасӑр итлерӗ те ним шарламасӑр тухса кайрӗ; хӗрӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланас патне ҫитнӗ арӑмӗ килчӗ, ку та тутӑр ҫыхнӑ, анчах пӗчӗкҫӗ тутӑр кӑна. — Синьор Риварес, сирӗн каяс умӗн хӑвӑрӑн та апатланас пулать, эсир кӑнтӑрла апата тутанса та пӑхмарӑр, унтанпа вӑхӑт нумай иртрӗ ӗнтӗ, — терӗ Джемма. Вара ҫаплах сывпуллашрӑмӑр. Патаксен вӗҫне сывлӑш тултарнӑ хӑмпӑсем ҫыхса лартнӑ. Каярахпа каласа панӑ тӑрӑх, ҫав хӑмпӑсем ӑшне кӑштах типӗтнӗ пӑрҫа е вӗтӗ чул янӑ-мӗн. — Эй, турӑ, хӑвӑн пиллӗхӳне пар! — ҫемҫе сасӑпа кӑшкӑрнӑ Кононов. Эпир хатӗр, кун пек вӑхӑт, тен, урӑх пулас та ҫук. Вӑл ним тӑхтаса тӑмасӑр хӑйӗн ученикӗ пулнӑ ҫынна шыраса тупнӑ, ӑна ыталаса илнӗ, унран каҫару ыйтнӑ тата хӑйӗн ҫылӑхне пултарнӑ таран чакарма тӑрӑшнӑ. Ку ҫын сире кӳрентермерӗ, — тенӗ вӑл, лӑпкӑ та ӗнентермелле сасӑпа. Тюфяев салтак сиксе тухрӗ, лашана тытрӗ, дама хлыстне пиҫҫи хушшине чикрӗ те аллисене кӑнтарса каларӗ: — Пар ӑна мана! Халӗ вӑл сана… сире чее те ултавҫӑ вырӑнне шутлать, эпӗ шанса тӑнине улталарӗ, тет, эсӗ мана улталанӑ пулать вара… Пӗр хама ҫех тивӗҫекен, юратса, чунӑма ыраттарса тунӑ ӗҫ ку вӑл манӑн. Ҫак шухӑшран эпӗ хам чӗреме уйӑрма пултараймастӑп. Вӗсем кравать патне вырнаҫнӑ. Кравачӗ вӗсенчен алӑк еннеллерех. — Эхер те эпӗ эсир мӗн каланине ӗненме пултарсан, — илтӗнсе кайрӗ ҫак самантра Анна Сергеевнӑн уҫӑ сасси. Вӑл пирӗн пата килесшӗн пулӗ-ши вара? Хӑйӑр пирӗн куҫсене кӗрет, хӑйӑр пирӗн шӑлсен хушшинче кӑчӑртатать, хӑйӑр пирӗн апат-ҫимӗҫ ҫине лекет, вӗрекен яшкара кӗрпе пек, хуран тӗпӗнче, ҫӑл шывӗ ҫинче ташласа тӑрать. Унтан персик эрехне сыпрӑм. Сӗтел урлӑ юлташӗсемпе шӳтлесе илчӗ, манран Мускаври ҫӗнӗ хыпарсене ыйтса пӗлчӗ, литературӑри ҫӗнӗ япаласемпе, Мускаври театрсенчи постановкӑсемпе интересленчӗ, хӑй унта пӗрре те пулманшӑн шеллесе илчӗ. Пӗр станицӑран тепӗр станицӑна ҫитиччен, тупӑран персе ҫитермелӗх хушӑра, вӑрман касса тунӑ ҫул выртать. Терӗ хӑйӗн хӑнине. Вӑл электричество фонарӗ! Плуг тӗренӗсем ҫавӑрттарса пӑрахса хӑварнӑ пуян сӗткенлӗ хура тӑпра сийӗсем хӗвел ӑшшинче йӑсӑрлансах пӑсланаҫҫӗ. Астрономсем Плутон тесе ҫынсене паллӑ планетӑсенчен чи аякрине каланӑ. Доктор пакета пур енчен те ҫавӑрса пӑхрӗ. Ахӑртнех, унӑн ҫак пакета тем пекех уҫас килет пулмалла. Анчах вӑл хӑйне хӑй, ҫӗнтерсех пакета канлӗн кӗсъине чиксе хучӗ. Апата ларсан, сэр, Падди О'Мурӑн ферминче эсир Грант капитан истори ҫинчен каласа патӑр. Ҫапла вара эпӗ унччен пӗлменнине пурне те пӗлтӗм: «Британи» Кальяора тӑни ҫинчен, 1862 ҫулхи июньре пулнӑ юлашки хыпарсем ҫинчен, урӑхла каласан, мана антарнӑ хыҫҫӑн икӗ уйӑх хушшинче мӗскер пулнисене пурне те пӗлтӗм. Эпӗ документсен историне те пӗлтӗм, судно вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче ҫӗмӗрӗлнине те, юлашкинчен, эсир Австрали ҫӗрӗ ҫинче Гарри Гранта пикенсех шырама шутлани ҫинчен те пӗлтӗм. — Ытла та аван мар-ҫке ку, — тӑсрӗ малалла Володя. Ҫула тухма паллӑ пачӗҫ. Вӑл пӗр уйӑх хушши ӗнтӗ Ольӑран ответ килессе кӗтнӗ те, халь унӑн пуҫӗнче килӗшӳсӗр шухӑш вӗлтлетсе илчӗ: тен, вӑл шӑнкӑртаттарать? Лешӗ хӑйӗннех перет: кӑмӑллӑ мар та кӑмӑллӑ мар. Нимӗҫ ҫумрах тӑпӑртаткаларӗ, темӗнле тӗлӗнмелле хашлатса илчӗ те каллех Алексей патне пычӗ, юра кӑчӑртаттарчӗ, пӗшкӗнчӗ. Автор карап капитанӗ пулса ҫулҫӳреве тухса каять. — Эсир каласа пама пултаратӑр-и? — ыйтрӗ Базаров. Мана ку ҫитет. Вара ыттисене те кӑнлӗрех пулнӑ пулӗччӗ… — канаш пачӗ Нагульнов. Кулнӑ сасӑ пӗрре типсе хӑрнӑ вӑрман ҫатӑртатса ҫуннӑ пек кӗрлесе илет, тепре лӑпланса ларать. Пичче табак, пӑшал тарӗ, ӑвӑ илме те манман, пилӗкне ҫыхса янӑ пиҫиххийӗ ӑшӗнче унӑн ҫителӗклӗ таранах ылтӑнпа кӗмӗл тата хут укҫасем пулнӑ. Вилли вара ҫавӑнта пулсан, манӑн ӑна тупасах пулать. — О, эсир пит те ырӑ-ҫке, мистер Стумп! — Вӑл иккӗмӗш бригадӑра. Анчах тепӗр хутчен шаккарӗҫ. Юрий, беседка алӑкӗ патӗнче лараканскер, овчаркине лӑплантарса, алӑксем патнелле утрӗ. Эсир, Алексей Вениаминович, чи малтанах леш хӗрарӑмпа мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑр, вара эпӗ сирӗн чунта вӑл мӗн чухлӗ юлнине ӑнланнӑ пулӑттӑм. Ромашов кӗленчене тӑкӑртаттарчӗ. «Вунӑ» секундра унӑн чӗркуҫҫи ҫӗре перӗнсех тӑнӑ пулсан, ӑна выртакан («даун») вырӑнче шутласа, кӗрешӳрен тухнӑ («аут») вырӑнне шутланӑ пулӗччӗҫ. Татаринов экспедицийӗ, Татаринов статьи. — Чӑнах та, чунӑмҫӑм, эсӗ ҫавӑнтан хӑрушӑраххине нимӗн те шухӑшласа тупма пултараймарӑн пуль ҫав! Темиҫе кун хушши япӑх ҫанталӑк тӑнӑ хыҫҫӑн куҫ умне каллех инҫетри вырӑнсем тухса тӑра пуҫларӗҫ: сӑрт тӑррисем, чӑрӑшлӑх кӑтрашкисем курӑнаҫҫӗ, уйсенче, тӗллӗн-тӗллӗн, ҫаврашка хура вӑрмансем лараҫҫӗ, кӑштах саралма пуҫланӑран ӗнтӗ, вӗсем ҫинче тӗксӗмрех ылтӑн тӗсӗ палӑркалать. Стариксем умӗнчен иртнӗ чух Лукашка чарӑнчӗ те ҫӳҫне кастарнӑ хура пуҫӗ ҫинчи шурӑ кӑтра папахине ҫӳлелле тытса ҫӗклерӗ. — Эсир тара кӑлӑхах сая яратӑр, Людмила! — терӗ Николай лӑплантармалла. Петр кӗнӗ-кӗменех Никита куҫне курӑнасшӑн пулмарӗ, вӑл мунчан лутра алӑкӗнчен кӗрсе, тӗттӗмре шӑллӗне лайӑх курмасӑрах, Тихон ҫурӑмӗ хыҫӗнчен чӗтрекен сасӑпа:— Мӗн тӑватӑн ара эсӗ, Никита? — тесе ыйтрӗ. Королева Марго ҫинчен эпӗ хӑрамасӑр ӑшӑ кӑмӑлпа аса илет-тӗм, — вӑл пуриншӗн те ҫав тери ютчӗ, эпӗ ӑна тӗлӗкре курнӑ пекехчӗ. Кусенчен чылайӑшӗ пӗрне-пӗри паллаҫҫӗ, хыттӑн калаҫаҫҫӗ, профессорсене хӑйсен тата ашшӗсен ячӗсене каласа чӗнеҫҫӗ, ыйтусене ответлеме кунтах хатӗрленеҫҫӗ, пӗр-пӗрне тетрадьсем параҫҫӗ, тенкелсем урлӑ каҫса ҫӳреҫҫӗ, буфетран пӗчӗк кукӑльсем тата ҫу сӗрнӗ ҫӑкӑр чӗллисем иле-иле килеҫҫӗ те вӗсене ҫавӑнтах, пуҫӗсене тенкелпе шай пӗшкӗртсе, ҫисе яраҫҫӗ. Ну мӗнех вара, капитан тесе чӗнӗр мана… Капла пуҫҫапни мар мана кирлӗ. — Пӗлетӗн-и, Том Сойер, — терӗм эпӗ юлашкинчен, — кунта вӑтӑр ҫичӗ ҫул мар, вӑтӑр сакӑр ҫул ӗҫлеме те ҫитет пуль. Арҫын ачан, паллах, ӗмӗчӗ йӑлт татӑлчӗ: ку йывӑҫсем ҫинче вӑл мечӗксем, резина пуканесем, шӑхличӗллӗ камитҫӗсем, резина хӑмпӑсем ӳснине курма ӗмӗтленнӗччӗ. «Кама кирлӗ пултӑм-ши тата? Ырӑлӑхӑр сирӗн аван йышши мар, чӗререн мар. Хитре пулнӑ пулмалла… Хӑйне хирӗҫ тавлашакана татӑклӑн парӑнтарас тесен: «кусем пурте сӑмахсем кӑна», тесе хунӑ. — Большевиксем рыноксене господин майор пек договорсемпе тытса илмеҫҫӗ, — лӑплантарчӗ ӑна герцог. Вӑл килчӗ. Чӑнкӑ вырӑнпа хӑпарнӑран лаши пит ывӑнса кайнӑ та малалла каясшӑн туртӑнман, хускалман та. Вӑл мӗн калать, ҫавна тӑватӑп. Анчах мӗншӗн сана мар, Макара пенӗ-ха вӑл? Ниепле те ӑнланма пултараймастӑп. — Кам ара «вӑл»? — Тимошка Рваный, акӑ кам! — Ҫапла, — тавӑрчӗ тусӗ, татах та йӑвашраххӑн кулса. — Ганс, — терӗ вӑл, — инструментсемпе апат-ҫимӗҫсен пӗр пайне илӗ; эсӗ Аксель, апат-ҫимӗҫӗн виҫҫӗмӗш пайне тата хӗҫпӑшалсене илӗн; эпӗ юлашкине тата часах ванма пултаракан приборсене илӗп. Анчах Олеҫҫӑпа хутшӑнасси манӑн хӑрушла хӑвӑрт улӑшӑнчӗ. Апла пулсан, сӑмсуна шӑнкарас пулать, факт. — Сержант юлташ! Ытларикун каҫхине пӗтӗм хула ниме ӗмӗтленмесӗр, салхуллӑн ыйха путнӑ. Ҫӗр варринче кӗтмен ҫӗртен хулари чиркӳ ухмаха ернӗ пекех танкӑлтаттарни илтӗнсе кайнӑ. Сирӗнтен пурсӑртан та ыйтатӑп эпӗ! — ытла тарӑхса кӑшкӑрнипе, Давыдовӑн сывлӑшӗ те питӗрӗнчӗ. — Шуйттан! Пӗрне-пӗри тӗрте-тӗрте ярса, ӑна алӑк уҫса кӗртме чупаттӑмӑр эпир. Акӑ вӑл — хаваслӑ, чиперскер, — кӗрет те саппун аркине ҫӗклесе, пуҫне пӑртак хӑяккӑн пӗксе, пирӗн умма пырса тӑрать, хӑй пӗрмаях шӑппӑн йӑл кулать. Ҫав пуҫлӑх Бретань принцӗ де-Фонтене виконт пулнӑ та ӗнтӗ. Уҫӑ алӑкран ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ пек сивӗ сывлӑш кӗрсе ун ури патӗнче ҫаврӑнать. Хӑй вӑл, ҫав вырӑнтах тӑрса, пирӗн ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхать. Унӑн хиврен пӗтӗрсе янӑ сарӑ мӑйӑхӗ айӗнче сархайнӑ шултра шӑлӗсем курӑнаҫҫӗ. Илтӗнмеллех каларӑм пуль ҫак сӑмахсене, мӗншӗн тесен вӑл кулса илчӗ те:— Пурӑнатӑрах, — терӗ. Хӑнасем хушшинче Соломонӑн ҫарпуҫӗсем, министрӗсем, провинцисен начальникӗсемпе хӑйне ҫывӑх ҫыннисем ларнӑ. Ӑна ятран чӗнеҫҫӗ: «Вӑран, вӑран часрах, эсӗ пире кирлӗ…» — Унта вилекенсен духовник пур, — терӗ старик. — Ӑнланӑр — шеллетӗп эп сире! — шӑппӑнрах кӑшкӑрса каланӑ Софья Павловна. Тӳррипе каласан, профессор каласа ӑнлантарнисем мана шухӑша яра пуҫларӗҫ: ҫитменнине тата вӑл хӗрсе кайсах хавхаланса калаҫса ӗнентерет. Платон тата перипатетиксем хӑйсен вӗренекенӗсемпе платан йывӑҫӗсен сулхӑнӗнче калаҫнӑ. Вӑл ларакан сак пирӗн сакпа тӗлме-тӗл, кафедрӑн тепӗр енче. — Революцишӗн, — тенӗ Вэра. — Эпӗ-и, Уэлдон миссис? — тавӑрчӗ Дик. Апла пулин те патшалӑхӗнчи ҫыннисене никама та юратнӑ туррине парне кӳме чарман вӑл, унран та ытларах, питӗ хӳхӗм, шутлавлӑ Эллаан — маовитянка, ун чухне патшан чи савнӑ арӑмӗ пулнӑскер — ыйтнипе, хӑй те Ҫуллӑ ту ҫинче Хамос капищине, маовитсен йӗрӗнӗҫне, тутарнӑ-ха. Асапланмаллах манӑн — ҫав кирлӗ те мана, эпӗ уншӑн пӗрре те кӳренместӗп. — Мӗн тӑвать Джим унпа? Вӑл Кванза хӗрринчи Дондӑра ҫуралнӑ, хӑйӗн ӗҫлӗ пурнӑҫне чура сутуҫин агентӗнчен пуҫланӑ. Халӗ ӗҫ йӑлтах урӑхла ҫаврӑнса тухрӗ, Иван Иванович хӗремесленсех кайрӗ. Вилесене шӑтӑка антарчӗҫ; хыттӑнах ӗсӗклесе туземецсем шӑтӑка тӑпра купаласа ҫиелтен ҫеремпе витсе хучӗҫ. — Эсӗ куртӑн-и? — терӗ вӑл, ман алла хыттӑн чӑмӑртаса. Кун ҫинчен Мирона каласа памалла-ши? Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: Ҫӑрттан мучи пӗр эрне хушши питне ҫыхса, шыҫӑнса кайнӑ куҫпа ҫӳрерӗ, унран, кулкаласа: питне мӗншӗн ҫыхрӑн, тесе ыйтакансене вӑл, пуҫне пӑрса: ҫӑварта сыхланса юлнӑ пӗртен-пӗр шӑл сурать, ытла ыратнипе калаҫма та май ҫук, терӗ… — Мӗнле пӑрӑнчӑксем, сӑмахран? Таврара йывӑҫсем тарӑхса кашлаҫҫӗ, ҫиллӗ тӑвӑл тем ҫӳллӗш хурамасене ҫӗре ҫити ава-ава антарать, курӑк чӑштӑртатать; Краличе хирӗҫ пӗтӗм ҫутҫанталӑк хаяррӑн урса ятлаҫнӑн туйӑнать. — Ҫук, юлман. Паусова эпӗ сирӗн патран илетӗп. Дик Сэнд шутланӑ тӑрӑх, шхуна Ҫӗрӗн икӗ ҫурчӑмӑрӗ хушшинче ҫын илсе ҫӳрекен трансокеан карапӗсен ҫулӗ патнелле ҫывхармалла ӗнтӗ. Пӗлӗтре те, ҫӗр ҫинче те, ирхи кӗлӗ вӑхӑтӗнче, ҫын чӗринчи пекех, хутран-ситрен кӑна хӗвелтухӑҫ енчен сулхӑн ҫил вӑшӑрхать те лашасен пасарнӑ ҫилхине хускатать. Бригадӑра кӑнтӑрлахи апата ларнӑ. Вӗсем ҫӑкӑрпа сало е пашалу кӑна ҫирӗҫ, ӗҫессе те шӑм-шака ҫирӗплетме тесе пӗрер курка ҫеҫ ӗҫрӗҫ, мӗншӗн тесен Тарас Бульба нихӑҫан та ҫул ҫинче ӗҫсе ӳсӗрӗлме ирӗк паман, вара мӗн каҫ пуличченех малалла кайрӗҫ. Ҫавра тӳпеллӗ куполӑн кӗленчепе хупланӑ хушӑкӗнчен ҫутӑ тӗксӗммӗн сӑрхӑнать. Ыйтӑва пурнӑҫлама паман, Ривэра вара урӑх нихӑҫан та ун ҫинчен сӑмах тапратман. Анчах манӑн ӗҫ ӑнмарӗ. Кашни ирех, питӗ сивӗ пулсан та, ашшӗ Синопӑна ӑшӑ вырӑн ҫинчен тӑратнӑ, ҫара ачана шыв хӗрне илсе кайнӑ, ача пӗр йынӑшмасӑр шыва кӗнӗ. Эпӗ унпала кунӗпех пакӑлтатма та хатӗр… Ҫурса тӑкӑр, ҫапах та, хам чӗрӗ чухне, пурлӑх патне ямастӑп, кӗлет ҫӑраҫҫисене те памастӑп! Чухӑнсемпе большевиксем ирсӗр ӗҫсем тӑваҫҫӗ, ҫавна пулах вара паянхи пурнӑҫ йӗрки те арканса каять. Пӗр Дик ҫеҫ малтанхи пекех аллисемпе библи тытса пырать, айккинелле хӑраса пӑхса илет. Анчах халӗ пӗри те ун хутне кӗрекенни ҫук. Сильвер вӑл тӗшмӗше ӗненнинчен кулса та илчӗ. Унтан ерипен таврӑнса пӳлӗме кӗчӗ те, чаршава ҫӗклесе, чӳречерен пӑхрӗ. Маттур хӗрарӑм, Хорӗн кинӗсенчен пӗри, чӳлмекпе сӗт илсе килчӗ. Ӑна Липинцӑра халь ҫав тери аван. — Эсир мисс Пойндекстере ман чухлӗ пӗлместӗр. Халь мӗн шухӑшлать ӗнтӗ вӑл ман ҫинчен! Чӑнах та ӗнтӗ, пампассенче пысӑк шывсем юхаҫҫӗ, вӗсен темӗн чухлӗ юпписем таҫтан-таҫтан юхаҫҫӗ, ҫавӑнпа та унта, хуть ӑҫта пулсан та, документсем чикнӗ кӗленче пурпӗрех океана ҫитессе шанма май килнӗ. Вӗри куҫҫулӗпе пӗр алшӑлли кӑна мар ислетрӗм. Ҫын ҫак йӗрсем ҫине пӑхать, вӗсенчен вара сӑмахсем пулса тӑраҫҫӗ, вӗсене эпӗ те пӗлетӗп, — чӗрӗ, пирӗн сӑмахсемех! — Авӑ капитан, — терӗ Ольбинет. Кая юлни те пулмалла мар, вӑхӑтра пырӑр. Николай чашӑк-тирӗк ҫуса тӑракан амӑшӗ патне пычӗ те: — Эсир виҫмине Павелпа курнӑҫма каятӑр, ҫавӑн чух ӑна ҫыру памалла. Вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӗр хӑвӑлӗ ӑшӗнче пӗр сас-чӗвӗ те ҫук. — Унран урӑх мӗн ыйтас. Палатӑна кӗнӗ-кӗмен тенӗ пекех, вӑл кунта выртакансенчен госпитальте «ҫиес енчен» ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен, пурнӑҫ режимӗ-йӗрки мӗн тери ҫирӗппи ҫинчен, эмелсемпе мӗн тери «чыхни» ҫинчен ыйтса пӗлнӗ. Ҫумӑр ҫунине эпӗ сӑмсапа алӑ ҫине темиҫе тумлам ӳкнинчен, ҫамрӑк хурӑнсен ҫыпҫӑнакан ешӗл ҫулҫисем ҫине тем шапӑртатма пуҫланинчен кӑна пӗлтӗм; хурӑнсем, хӑйсен кӑтра турачӗсене ним сикми усса, тап-таса ҫутӑ тумламсене савӑнса йышӑннӑн, савӑннипе аллейӑна уҫӑ шӑршӑпа тултарнӑн туйӑнать. Тӑваттӑмӗш тапхӑрта этем пурӑннине кӑтартакан сӑнавсем ҫирӗпленсе, кашни кунах шанӑҫлӑрах пулса пынӑ. Софья вара, Сашӑпа юнашар пукан ҫине ларса, ӑна хулпуҫҫинчен ыталарӗ те тем пӗлесшӗн пулнӑ пек куҫӗнчен пӑхса:— Тӗлӗнтермӗш эсир!.. — тесе хучӗ куларах. — Александра Ивановна — Воропаевӑн авалхи тусӗ вӗт-ха, — терӗ Голышев. Малтан вӗҫсе килнӗ ракета ӑшӗнче пире каялла вӗҫмелӗх горючи запасӗ те, апат-ҫимӗҫ те, шыв та ҫителӗклӗ, пирӗн карап, пассажирсене пула, нумай груз тиеме пултарайман-ҫке-ха. Вӑл ӑна апат умӗн пӗр черкке эрех ӗҫесси пекех манмастчӗ, —терӗм. Мӗнрен пулчӗ-ши ку сасӑ? Хам ывӑла курма пултаратӑп-и эп? — Тусӑм, сӑмахсем вӗсем — йывӑҫ ҫинчи ҫулҫӑсем пек, мӗншӗн ҫулҫи урӑхла мар, ҫавӑн пек пулнине пӗлес тесессӗн, йывӑҫ епле ӳснине пӗлес пулать — вӗренес пулать! Цанко, пир пек шурса кайнӑскер, пӗр сӑмахсӑрах хунарне пачӗ. — Мӗнле? Амӑшӗ, вӑл кӗлтунине илтсе, Шурӑ Кашкӑра чӗнсе каланӑ: — Эсӗ мӗнле шутлатӑн, ҫак киревсӗр ача мӗн тӑвать? Вӑл икӗ аллипе те хыпашлама пуҫларӗ, лакӑм тӗпӗнчи пӗтӗм лапрана пӑтратса кӑларчӗ. Жоржетта вӗсене хирӗҫ кулчӗ. Хам чирӗме хӑнӑхса ҫитрӗм-и вара е чирӗм иртрӗ-ха тенӗ шухӑш мана вӑрттӑн шанчӑк парса тӑчӗ-и, анчах эпӗ хама пырса ҫапнӑ инкекрен пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн хӑтӑла пуҫларӑм, хам шухӑш-туйӑма йӗркене кӗрте пуҫларӑм. Вӗсем хӑйсене Ҫӗр чӑмӑрӗн тӑрринче, сӑртра пурӑнатпӑр тесе шутланӑ — акӑ ӑҫта пулнӑ вӗсен йӑнӑшӗ. — Эсир шутланӑ ҫын мар эпӗ, — терӗ вӑл, пуҫне чиксе, — эпӗ француз Дефорж мар, эпӗ Дубровский. Тӳсме ҫук хӑрушла ыратнипе хӗрарӑм авкаланса илчӗ те кӗске вӑхӑтлӑха тӑнне ҫухатрӗ. Мӗн каласси ӗнтӗ, уйрӑмлӑх пысӑк ҫав: лӑпкӑ Липинцӑра Вавжон вулӑс судӗнче хуҫа та сасӑ паракан ҫын пулнӑ; унта унӑн ҫӗрӗ те пурччӗ, ҫынсем хисеплетчӗҫ, кашни кун апатланатчӗ вӑл, вырсарникунсенче хӑй ҫуртипе алтарь умне тухатчӗ; кунта вӑл, ют картишне килсе кӗнӗ аташнӑ выҫӑ йытӑ пекех, чи начар ҫын шутланать. Анна Власьевна, тӗлӗнсе кайса, чупкалама тытӑннӑ. Урӑх нимӗн ҫинчен те шухӑшлас килмест, эпӗ мӗнпур усал шухӑшсене сирсе яма тӑрӑшса, хуйхӑ пуснипе ҫӗрте йӑваланса выртатӑп. Ҫапах та пит вӑйлӑ лартаттӑмӑр ӗнтӗ, п-патюшки кӑна! Хӑнӑху ытла тарӑн тымар янӑ манра. Вӑл хыҫалти крыльцаран пырса кӗретчӗ, кухняна кӗнӗ чухне турӑшсем ҫине пӑхса сӑхсӑхатчӗ, унтан пилӗк таран пӗкӗрӗлсе йӑмӑкне пуҫ таятчӗ, ҫав пуҫ тайни вара, темӗн чул пӑт туртакан йывӑрлӑх пек, мана усӑнтарса яратчӗ, пӑватчӗ. Вӑл банкӑ ӑшне юр тултарчӗ, сӳннӗ кӑвайтӑн кӑвак кӗлне чаврӗ те банкӑна тӗлкӗшекен кӑвар ҫине лартрӗ, кайран вара ҫав кӑштах какай тути калакан вӗри шыва пӗчӗккӗн ҫӑта-ҫӑта киленсех ӗҫсе ячӗ. Пӗр пупне ҫав тери сӑмахпа ҫаптарса ҫитертӗм, сӑмсинчен те унӑн юн тапранса карӗ — вӑт епле! Ҫамрӑк гуигнгнмсене вунсакӑр ҫул тултариччен сӗлӗ кӑна ҫитереҫҫӗ, анчах ӑна пӑртакшар ҫеҫ, куллен-кун мар параҫҫӗ. — Хӑюсене илсе пӑрахма ыйтатӑп! Унӑн сассинче хӑрани-мӗнӗ сисӗнмен. Лар та итле арӑму мӗн каланине, — пӑшӑлтатрӗ Панкратов, Окунева чавсипе аяккинчен тӗртсе. — … Маркизпа аббат ҫеҫ унчченхи пек тӑчӗҫ. Хӑрушӑлӑх ытла та куҫа курӑнсах тӑнӑ, хӑрушлӑхран хӑтӑлса юлма май ҫукпа пӗрех туйӑннӑ. Акӑ, шухӑшларӑм эпӗ, юлашкинчен ҫын тупрӑм! Сашка Б… кунта вырӑссемпе е ту ҫыннисемпе пӗрле ӑна хирӗҫ ҫапӑҫать. — Ҫӗрсе кайман, ларать, — терӗ Кирюха. — Ҫапла ҫав, мур илесшӗ, — терӗ Паганель мӑнкӑмӑлланса. — Вара сасартӑк ватӑ негр енне ҫаврӑнса ыйтрӗ: — Том, эсир каланӑччӗ пулмалла, ку йытӑ «Вальдек» капитанӗ патӗнче нумайранпа мар тесе? Бебедже Торрес кӳллинчен пуҫласа Эйра кӳллине ҫитнӗ, юлашкинчен, Австралин летопиҫӗсенче чапа тухнӑ Стюарт, нимрен хӑрамасӑр, континента виҫӗ хутчен каҫнӑ. Вӑрманти шӑтӑк-путӑклӑ, тымарсемпе картланнӑ ҫул пур хурлӑхлӑ шухӑшсене те пӑтраштарса ячӗ, вӗсем вырӑнне ӑшчик кичемлӗхпе канас, пурне те манса каяс кӑмӑлпа тулчӗ. — Ӗҫместӗн пулсан, ӗҫтермӗпӗр, астуса хурӑпӑр; кайран урӑх ан ыйт, — тенӗ Миките; сиккелесе, пӗтӗм килхушшине кӗҫенсе янтратакан Мухортыя ҫавӑтнӑ та каллех сарай патнелле чупнӑ. Чӗрӗ юлнӑ ҫынсене Кэстельмена илсе каяс тесе, чугун ҫул ҫинчи администрацинчен пӗр ушкӑн ҫын ҫитнӗ. Ҫыран хӗррине пырса тӑрсан вӑл янӑравлӑн та ӑшшӑн: — Килсе ҫитнӗ ятпа салам, — терӗ. Ӑна хирӗҫ, тулли банка краска йӑтса, Корчагин пырать. Ку суту-илӳ караванӗ е правительствӑн обозӗ мар пулӗ. — Унта сирӗн студентсем халӑха юратасси ҫинчен нумай калаҫҫӗ, анчах эпӗ вӗсене хирӗҫ ҫапла калатӑп: халӑха юратма ҫук. Вӑл ятлаҫма пуҫларӗ: — Ҫапӑнса ҫӳреҫҫӗ ав ҫавӑн пек йӑвашсем, пурне те пӗлеҫҫӗ, эсрелӗсем, пурне те чухлаҫҫӗ ватӑ йытӑсем. Юлашкинчен хулан малтанхи ҫурчӗсем патӗнче вӗсен тӗлне лав килсе тухрӗ. Вӑл пӑхать — пӗве сарӑлать, ҫырансем ҫухалаҫҫӗ, ку — пӗве мар ӗнтӗ, канӑҫсӑр тинӗс: пысӑк та кӑвак хумсем кимме мӑнаҫлӑн силлентереҫҫӗ; шыв тӗпӗнчен чашкӑракан темле хӑрушӑ япала ҫӗкленет; хӑйпе пӗрле ишекен палламан ҫынсем сике-сике тӑраҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, аллисемпе сулкалаҫҫӗ… — Ҫук, Гаррис, — тавӑрчӗ Негоро, — эпир санпа тӗл пулни ҫеҫ ӑнсӑртран пулчӗ, мӗншӗн тесен сана суту-илӳ ӗҫӗсем шӑп та шай «Пилигрим» арканнӑ вырӑна илсе килнӗ. Тата унта пушӑ сӗт кӗленчи пурччӗ, тутӑр татӑкӗпе пӑкӑланӑскер, ӑна та илесшӗнччӗ те, анчах вӑл ҫӗмӗрӗлнӗ иккен. Вара эпӗ кивӗ шӑтӑк пукан илтӗм те, сас пуласран питӗ асӑрханса, ун ҫине хӑпарса тӑтӑм, ҫапла стена ҫинчи пӑшала илтӗм. Тарас жидсене куҫран пӑхрӗ, анчах ӗнтӗ халь унӑн чӑтӑмсӑрлӑхӗпе тарӑхӑвӗ иртсе кайрӗҫ. Пилӗкӗ ыратнӑ, мӗнпур шӑмшакӗ сурнӑ. Лайӑх ҫулсем. Хупах хуҫи хӑй палламан ҫын пит-куҫне тинкерсе пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ нихҫан та вӑл ун пек пӑхнине курманччӗ. Степан Иванович, ахлаткаласа, койка ҫинчен шуса анчӗ, халатне тӑхӑнчӗ те, туфлисемпе кӑштӑртаттарса, аллисемпе кроватьсенчен тыткаласа, Мересьев патнелле пычӗ. — Эпир Павел Михайловичпа тахҫанах туслӑ. Хӑй таврӑнни ҫинчен пӗлтерес шутпа, вӑл Ванюшӑна уйрӑммӑнах хытӑ кӑшкӑрса чӗнчӗ те крыльца ҫине, хӑйӗн яланхи вырӑнне, ларчӗ. Мӗнле пулса тухать-ха санӑн? Унсӑр пуҫне тата — кам каларӗ, кунта, ҫынсем ӳссе калчаланнӑ ҫӗрте, уйрӑммӑнах ҫӑмӑл та ансат тесе? Ерофей Кузьмич ура ҫине тӑчӗ. — Пирӗн хутсене ил-ха, Давыдов юлташ. — Мятнӑйсем хаклӑрах. — Япӑх ҫанталӑкра — пытанаҫҫӗ, вилнӗ пек пулаҫҫӗ; ҫулла ҫитсен — каллех чӗрӗлеҫҫӗ. Мария Богдановна, паллаштарӑр мана вӗсемпе. Эсӗ те, вӑл та мӗн пулнине манас ҫук», — тенӗ. Пирӗн Николай Петрович шухӑша кайрӗ. — Миҫе черкке? Тӗрӗссипе ҫырса яма хӑяймасӑр, чирлӗ амӑшне тӑрук ҫапса хуҫасран хӑраса, унӑн халь ҫырусенче Ольӑна улталама тӳр килнӗ, улталанӑ май хӑй ытларах та ытларах пӑтрашса пынӑ. Колхоз ӗҫӗсем ҫинчен, пурин ҫинчен те пӑртакшар калаҫкаласа, Давыдов ҫакна ытларах та ытларах ӑнланса илчӗ: унӑн лавҫи — пачах катӑк ӑслӑ ҫын мар: пурин ҫинчен те вӑл йӗркеллӗ, пӗлсе калаҫать, анчах пур ӗҫе те темле хӑйне евӗр хак парать, яланхи пек мар, урӑхла виҫепе виҫет. Купӑсне вӑл кӑшт ҫеҫ — каласа пӑхмашкӑн — тути ҫумне сӗрсе илчӗ: ҫемҫе, ачаш сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Джон Мангльспа Вильсон мӗн чухлӗ тӑрӑшсан та сулӑ кутӑн ҫавӑрӑнса кайса малалла вӗҫтерчӗ, ҫапла вара рульпе усӑ курма май пулмарӗ. Килӗшмеллех пулчӗ. Ку хӑрушӑ вӑй вӑл — ҫунса пӗте пуҫланӑ ялсен вут ҫутийӗ. — Ку бригадир ӗҫӗ. Илья ӑна аллине тӑсса пачӗ: — Тӑр! Эсир, капитан Сильвер, ӑшӑх вырӑна ҫирӗппӗнех кӗрсе лартӑр, ун ҫинчен часах каяймӑр. — Эпӗ суятӑп-и? Мак-Набспа юнашар сиктерсе пыракан Роберт пӗтӗм ҫынна тӗлӗнтерет. Тен вӑл хӑй те, улпут майрине тухсан, унтан ӑна илме тесе пырсан, чухӑн Ясека мӗнле те пулин ҫакнашкал юрӑпа кӗтсе илме хатӗрленчӗ пулӗ… Сӑн-сӑпачӗ унӑн, чӑнах та, питӗ чирлӗ курӑнать. Эпӗ ҫаплах хистеме чарӑнмарӑм. Ун чухне вунӑ ҫул ҫеҫ тултарнӑ Роберт хыҫҫӑн астуса ҫӳреме Дик Турнер боцмана хушнӑччӗ, анчах ачи унӑн аллинчен вӗҫерӗнсе рея ҫине хӑпарнӑччӗ. Иккӗмӗш, хресченсен нумайтарахӑшӗ колхозлӑ хуҫалӑхпа пурӑнма тытӑнчӗ пулсан, вӑл вӗсем хресчен пулма пӑрахнине, унӑн тек хӑйӗн уйрӑм хуҫалӑхӗ, хӑйӗн килӗ т. ыт. те ҫуккине пӗлтермест-ха. Талцетл ҫӑлтӑр каҫхи шуҫӑмпа тухать те усал куҫ евӗр — халӗччен никам курман ҫутӑпа ҫунать. — Ахиевӑна. Унта шӑпах-и? Антонюк банди хӑйӗн йӗрне Майдан-Виллӑра пытарса тӑнӑ. Ҫыракансем, паллах ӗнтӗ, хӑш чухне ҫитменлӗхӗсене кӑтартса пама ыйтанҫи пулса, хӑйсем ҫырнине вуласа пама юратаҫҫӗ. Комета мӗншӗн тӗрӗс пырайманнине калама йывӑр мар: комета Юпитерпа Сатурн ҫывӑхӗнчен те иртсе каять-ҫке-ха; ҫак пысӑк планетӑсем хӑйсен туртӑмӗсемпе кометӑна хӑй ҫулӗнчен пӑрмасӑр тӑма пултараймаҫҫех. Унта пӗр миль яхӑн тӑршшӗ хӑйӑрлӑ уҫланкӑ тӳремлӗхе тухрӑм. Е ҫак хӑрушӑ тӗлӗк ҫеҫ пулчӗ-ши, е эпӗ ухмаха ертӗм-ши? Батальщиков Ивана, Аполлон Песковатскова, Ефим Трубачева, колхозран тухнисенчен тата темиҫе «активиста» вӑл хирте арестлерӗ. Ӑҫтан туртса кӑларнӑ Риварес вӑл ырӑ мар ӗҫе — нимӗнпе те ӑнланса илейместӗп, анчах пӗрремӗш допросрах вӑл ҫав ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫланӑ, ҫитменнине тата кӗҫӗн офицер умӗнче каланӑ! Вӑл хӑех хӑйне кирлӗ пек протез шухӑшласа кӑларнӑ. Питне аллипе хупласа, вӑл макӑрса янӑ. Ҫуртсемпе кӗтӳҫсенчен, тискер ирӗклӗхрен юрӑсемпе юмах-халап ҫеҫ юлаҫҫӗ. Округ центрне — хӗрӗх километра, — ку шутран ҫирӗм пилӗк километрӗ вӑрманпа, вӗсем чиперех ҫитеҫҫӗ: хаклӑ япаласем округри финанс пайӗн сейфӗсене кӗрсе вырнаҫаҫҫӗ. Койкӑсем тупӑксем пек туйӑнаҫҫӗ, сӑмсисене ҫӳлелле тӑратса выртакан чирлӗ ҫынсем вилӗ ҫерҫисем майлӑ. Чурасен тӗп пасарӗ Ньянгвере, Маньем облаҫӗнче, Африка континентне ҫурмаран уйӑракан меридианра, Ливингстон ҫул ҫӳренӗ пысӑк кӳлӗсен ҫӗршывӗнче. Халиччен те кунта ҫын пурӑнман пекех. — Ну, мӗлкине урӑх ҫӗререх тумалла пулнӑ, ку вырӑнта ытла та паллӑ, — терӗ квартальнӑй, — ку вара кам портречӗ? — ыйтрӗ вӑл, старик портречӗ патне пырса, — пите хӑрушӑскер. Джемма Кэттие пӳлӗме тирпейлеме пулӑшрӗ, унтан каллех сӗтел патне пырса ларчӗ. Ҫакна та калас эппин, хам пулсан, сана мӑнастире илмен пулӑттӑм, турра ӗненместӗн эс, тем курса тӑрасси пулӗ, Иеротей аттене те турра ӗненме пӑрахтарнӑ пулӑттӑн, — шӳтлесе каларӗ игумен. Ниушлӗ эсир халичченхине пурне те якатса тикӗслӗп те, ҫупӑрласа йӑпатса, ӑна ӗлӗкхи Артур пекех туса хурӑп, тесе шухӑшлатӑр? Мана, йӗрӗнчӗк хупахсенче савӑт-сӑпа ҫуса тата фермер витисене тасатса ҫӳренӗ ҫынна-и? Ҫула тух, ачам, ҫула!.. Мария Гавриловнӑпа вӑл хӑйне асла хумасӑр ирӗклӗн калаҫнӑ: лешӗ кирек те мӗн калатӑр, кирек те мӗн тума тытӑнтӑр — унӑн чунӗ те, куҫӗсем те ун хыҫҫӑн пынӑ. Ман йӗри-тавра чӗрӗ скелетсем утаҫҫӗ. — Айртон ҫав! Туратсем хушшипе ҫӗрелле кӑшӑл-кӑшӑл шуса анакан ҫулҫӑ сассисем те лайӑхах илтӗнеҫҫӗ. Тепӗр чухне! — терӗ те вӑл кулса ячӗ, унтан хӑйӗн намӑсланнӑ юлташӗсем патнелле утса кайрӗ, лешсем ӑна ҫав самантрах урӑх пӳлӗмелле ҫавӑтса тухрӗҫ. Хӑш-пӗрисем, шурӑ билетлисем, килтен маларах тухса кайнисем Мускав патнеллех ҫитме ӗлкӗрнӗ, тет. Ҫавӑн пек сас-хура пур. Ҫӑл хӑйӗн Ленинградри пӗр тусӗ, матрос пулнӑскер, мӗнле те пулин хӗрпе ҫӳреме тытӑнсан, ӑна айккинелле чӗнсе илсе, питӗ ӗҫлӗ ҫын пек курӑнма тӑрӑшса, пӗр кулмасӑр-тумасӑр, ҫапла каланине аса илчӗ: «Ҫемен, тӑшман патнелле ҫывхаратӑп. — Ох, Петр Васильич… Чухӑн пирки мар ӗнтӗ; мӗншӗн тесен ун чухне кашни тенӗ пекех козакра ҫӳренӗ, ют ҫӗрсенчен сахал мар пурлӑх илсе килнӗ; вӗсем ҫавӑн пек пурӑнни пуринчен ытла вӑл вӑхӑтсенче тирпейлӗ ҫурт-йӗр ҫавӑрма кирлех те пулманнинчен килет. Ҫамрӑксем гимназисенчи аслӑ классенче вӗреннӗ вӑхӑтра обществӑра «халӑха юратас» юхӑм пуҫланса кайсан, вӗсем тӑван халӑха тӗпчесе пӗлме тытӑннӑ, анчах ҫакна вӗсем кӗнекесем тӑрӑх кӑна туса пынӑ. Хамран хам тӗлӗнетӗп. Вӗсенчен хӗл варринче те юр ыйтса илеймӗн, вӗсен аллине ҫаклансан, ыррине ан кӗт вара! — Аттем! Христианла мар кӑмӑлпа юратакан ҫынна эпӗ уйрӑммӑнах хытӑ юратма тата хисеплеме тивӗҫ. Вӑрмантан вӑл ниҫта та каймасть. — Ун пек тусан — выртӑн! — килӗшрӗ Кукушкин, анчах ҫавӑнтах хушса хучӗ: — Ну, уншӑн вара купец улпутран ытларах ҫиет… Шайкӑ начальникӗ ӑслӑ, хастарлӑ та чӑрсӑр, ҫав хушӑрах ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулмалла, тенӗ хыпар ҫӳренӗ. Илтӗм, терӗм эпӗ. Ун пуҫӗ патӗнче, минтер ҫинче, сарӑ кушак ҫури выртать. Володя кӳме ҫиттине сирсе пӑрахать; эпӗ, кӳмерен пуҫа кӑларса, уҫӑ та тутлӑ сывлӑша тӑранайми ҫӑтатӑп. Анаталла аннӑ ҫӗрте извозчика хӑваласа ҫитрӗм; вӑл ман ҫине ҫӳлтен, ларчӑк ҫинчен пӑхса илсе ырласа каларӗ: — Аван патӑн эсӗ ӑна! — терӗ. — Ытларикун каҫхине? Ҫывӑхри станцӑсенче пурӑнакансем хӑйсен ҫурчӗсене хӑварса, скваттерсем хӑйсен кӗтӗвӗсене пӑрахса ҫавӑнталла чупаҫҫӗ. Аван маррине хӑвӑртрах манас тесе, вӑл, пӑлханнипе, васкасах ҫӗнӗ пирус тивертсе ярать, малалла шухӑшлать: «Ҫапла итог тума тытӑн вара… Ҫав хуторта ӗнтӗ час-часах пӗр ҫын, урӑхларах каласан, этем сӑнарлӑ шуйттан курӑнкаланӑ. — Хулара эсӗ Тӳпе ывӑлне курнӑ-и? — Ҫуршар ротӑшарӑн! — ҫавӑнтах тытса илчӗҫ ротнайсем. — Пӗр самант та тӑп тӑма пултараймастӑн! Мужик, ҫӑварне хӑравҫӑн карса пӑрахса, куҫран ҫухалчӗ, Ромаҫ вара лавка крыльци ҫине тухрӗ те, ҫынсен ушкӑнне хӑй пуленккене кӑтартса калама тытӑнчӗ: — Сирӗнтен такӑшӗ ҫак ҫаврака пуленкке ӑшне тар тултарса ӑна пирӗн вутӑ купи ҫине чиксе хунӑ. Эсир тӑвакан пур ӗҫ те — вӑрӑ-хурахла ӗҫ, мӗншӗн тесен ҫав ӗҫсем ҫынсене чура тӑвас енӗпе пулсан пыраҫҫӗ; пирӗн ӗҫ — тӗнчене сирӗн суялӑх, усаллӑх, ҫӑткӑнлӑх ҫуратнӑ, халӑха хӑратса тӑнӑ ҫӳҫенчӗк мӗлкесемпе тискер япаласенчен хӑтарать. — Кам унта? Ҫав васкавлӑ ҫул вӗҫлениччен вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ. Эпӗ ҫавӑ мӗнне те пӗлместӗп. Кашни ҫӗнӗ спутник хӑй умӗнхи спутникрен ҫӳлерех вӗҫсе хӑпарать. Венеципе Ломбардири революционерсем ҫӗнӗ папа майлӑ тӑраҫҫӗ. — Вӑл алӑк хӑлӑпӗнчен тытрӗ. Ҫакӑн пирки Гленарван Джона каланӑ, Джон мана каласа пачӗ. Чӗлӗм кӑварӗ ҫеҫ ҫунтарма ҫунтарма пултарать вӑл усала. Пушанса кайнӑ гусеницине чанкӑртаттарса, танк тӑрук пӑрӑнса илчӗ те шӗшкӗ тӗмисемпе йытӑ ҫӗмӗрчӗн тӗмисем ӳснӗ ҫӗрелле, айлӑмалла анма пуҫларӗ. Карап вӗсен аллинче. Хӑйне хӑй ыраттарса пӗтерет, халтан каять, тӗк-ҫӳҫӗ йӑлт тӑпӑлать, унтан ӑҫта та пулин пырать те — мӗнпур вӑйпа ҫапӑнать, — уншӑн пулсан канӑҫлах кӑна пултӑр, урӑх халтан каясси ан пултӑр… Пӗрремӗш, хресченсем хушшинче колхозниксенчен пуҫне миллион ытларах кил колхозник маррисем пур-ха. Мӗскӗн Вернон вилес умӗн хут ҫырма ӗлкӗрнӗ, вӑл унта хӑйне вӗлернин вӑхӑтне, сӑлтавне, вӗлерекенӗн ятне кӑтартнӑ. Фабрика Вихорева. Ҫурт йӗри-тавра анлӑ парк. Пӑлхавҫӑсен артиллерийӗ ытла начаррине кӑтартрӗ ӗнтӗ ҫак ӗҫ. Астуса юлӑр ман сӑмахсене, вӗсене эпӗ каланине манса ан кайӑр. — Вӑл мана юратать, — тетчӗ Яша. Левко халь чӗчӗ ачи ҫеҫ! — хӑрӑлтатакан сассипе хуллентерех каларӗ вӑрӑм ҫын. Икӗ хӗрарӑм, амӑшӗпе кинӗ, аманнӑ хыҫҫӑн Украинӑрах ӗҫлеме юлнӑ, пӗриншӗн ывӑл, теприншӗн упӑшка пулакан ҫын патне куҫса каяҫҫӗ. Вӑл сире кӑна, арҫынсене, юрать, эпир, хӗрарӑмсем, пурнӑҫри лайӑх япаласене астуса юлмасан та пултаратпӑр… Ку, тӳрех калатӑп, сума суманни ӗнтӗ, анчах вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче тӑшман ҫынпа ҫепӗҫ пуласса кӗтсе тӑрасси тӗлӗнмелле япала. — Тепӗр икӗ сехетрен эсир унта пулатӑр. Икӗ сехет! Хӗвелтухӑҫнелле кайсан, вӗсем тӗл пулмалла мар пек, океан хӗррине ҫитсен, унта европеецсем йышӑннӑ ҫӗрсем пур пек туйӑнать. — Манӑн кунтан каяс пулать, — мӑкӑртатрӗ Баринов, сӑрт ҫинелле хӑпарса. Авӑс пек шурса кайнӑ Гришутка пуҫне аяккалла чалӑштарса выртать, унӑн куҫӗсем, чарӑлса тӑраҫҫӗ, вӗсенче вилес умӗнхи асап хӑй сӑнне ӳкерсе хӑварнӑ. — Пачах ӑссӑр проект! — кӑшкӑрса ячӗ Грассини. Ку хутӗнче пӑлхава вӑхӑчӗ ҫитиччен пусарса хучӗҫ… — Утах эс ху ҫулупа, пыр, — хушрӗ те ухмаха, каллех тропарьне юрлама тытӑнчӗ. Шӑрпӑк, Яков Лукич пӳрнине пӗҫертсе, ҫунса пӗтрӗ. Каникул килсе ҫитрӗ. Служба карьери ҫулӗ тӑрӑх хӑпарнӑҫем-хӑпарса, ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе ҫеҫ пырать генеральнӑй штабӑн чаплӑ офицерӗ Ромашов… Ахальтен мар унӑн ятне те Уре-Ланквем тесе каланӑ, индеецсен чӗлхипе вӑл «Йӳҫӗ кӳлӗ» тени пулать. Эй, турӑҫӑм, унтан час тухаймасан, пӗтеҫҫӗ вӗсем. — Манӑн та укҫа ҫук, санӑн пур-и, Дубков? Карчӑк умӗнче салтӑнма Егорушкӑна аван мар пек туйӑнчӗ. Вӑл аттине кӑна хыврӗ, выртрӗ те сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑппа витӗнчӗ. — Халь акӑ, ил те вула. Унӑн урине чӗркуҫҫирен е пӗҫ тӗпӗнчен касса тытнӑ пек туйӑнатчӗ. Хӑш чухне вӑл мана шӑпах хӑйӗн тӑл-пӑвӗ варринчен пӗртен-пӗр хӑрах ури ӳсекен хӑрушӑ та тӗлӗнмелле япала пек туйӑнатчӗ. Вӑл пит кӑмӑллӑнах мар, анчах тӳррипе каласа пачӗ мана: — Кайман пулсан, хӑваласа кӑларатчӗҫ, — терӗ. Час та часах асӑрханӑ Ромашов: вӑл пур чухне унтер-офицерсем Хлебникова ӳстерӗнчӗк кулӑшла евӗклӗхпе чӗнеҫҫӗ те унпа юриех ытлашса ҫепӗҫ сасӑпа калаҫма хӑтланаҫҫӗ. Вӗсем Россия умӗнче айӑплӑ, мӗншӗн тесен, чи лайӑх саран тӑвакан ҫӗршывӑн репутацине пӑсрӗҫ. Вӑл ӑҫталла сулӑнтарнине пӗлеймерӗм-ха эпӗ. Эпӗ пырса кӗни ӑна савӑнтарчӗ, вӑл мана ҫавӑнтах княгиня патне кайса ҫапла калама хушрӗ: аннеҫӗм унӑн сиятельствине пултарнӑ таран пулӑшма яланах хатӗр, пӗр сехет тӗлне княгиньӑна хӑй патне килсе курма ыйтать. Хваттер хуҫи арӑмӗ ун патне апат пырса пачӗ. Эсир сывлӑхлӑ, лӑпкӑ, сирӗн хӑвӑр юратакан ӗҫсем пур: сирӗн юратнӑ арӑмӑр питӗ имшеррипе килти хуҫалӑхра та ӗҫлеймест, ку ӗҫе тарҫӑсене шанса панӑ, ачисене те пӑхаймасть, вӗсем ача пӑхакан хӗрарӑмсем аллинче, хӑй юратмалли пӗр-пӗр ӗҫ те тума пултараймасть, мӗншӗн тесен вӑл сирӗнсӗр пуҫне нимӗне те юратмасть. — Нимех те мар, ку малашне те пулӗ-ха, Негоро. Ку вӑл команда пулман. Унӑн сарӑрах, хитре мар тата савӑнӑҫсӑр сӑнӗнче ӑшшӑн кулни палӑрать. Калаҫса татӑлчӗҫ: Павел ыран тухса каять. Давыдов, хирӗҫ нимӗн хуравламасӑрах, утӑ сарайӗ умӗнчен иртрӗ те хапха патнелле ҫул тытрӗ. Вӑта ҫӗрти нотӑсенчен пуҫласа ярса, ерипен ҫӳлелле тапаланса хӑпарса, ҫӳлти вырӑна ҫитет те вӑл, юлашки сӑмахне хытӑ пусса, сасартӑк, хӑма ҫинчен шывалла татӑлса аннӑ пек, аялалла пуҫхӗрлӗ пере-пере анать:Ҫывӑх ҫыннӑм кӗрешсе асапланнӑ вӑхӑтра Чечексемлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑрса выртӑп-и? Ҫав хушӑра, тӗтӗмпе ҫурри суккӑрланнӑ Радуб шӑтӑкран тухса, хӑй умӗнчи хӑрушӑ картинӑна сирсе ярасшӑн пулнӑ евӗр пуҫне шӑлса илчӗ те ҫӑлтӑрсен ҫуттинче башня стенине пӑхса тухма пуҫларӗ. Дойч? Унӑн юлташне, Марко Вазелло итальянеца поюхсем вӗлернӗ, хӑй вӑл телейлӗ пулнӑ пирки, тыткӑнран тарнӑ та нимӗн сиен курмасӑр Францине тавӑрӑннӑ. Кашни хӑй ӗҫӗпе пурӑнтӑр, кампа хӑй мӗн пӗлнине тутӑр. Аndа! — аслатилле сассипе кӑшкӑрчӗ Талькав. Тепӗр виҫӗ кунтан ҫил ҫитсе ҫапӑнакан ҫӗр тӗмисем пурте ҫаралса юлчӗҫ, тӑпри тухичченех ҫуса тасатнӑ тӑвайккисем нӳрӗ тумӗсене кӑтартма пуҫларӗҫ, сӑртсем ҫинчен, хир тӳписенчен шавласа юхса анакан шыв пӑтранса кайрӗ, вара, хӑйӗн сиксе вӗрекен кӑтра хумӗсем ҫине кӑпӑк капланчӑкӗсен сарӑ ҫӗлӗкӗсене ларта-ларта, тырӑсен ҫуса тасатнӑ хӑмӑлӗ-тымарӗсене, сухаланӑ уйсенчен тӑпӑлтарса пухса килнӗ типӗ хытхура юлашкисене тата тӗмӗн-тӗмӗн ӳсекен жабрей курӑкӗн шыв татса ӳкернӗ тӗркисене айӗн-ҫийӗн ҫавӑрттарса, анаталла ыткӑнчӗ. Халех армине каймалла! — Чирлӗ… — Ҫапла каларӗ те вӑл, шӑхӑркаласа юрланӑ май, пӳртрен тухса утрӗ. — Кам унта? — Эсӗ хуллентерех, ытлашши ан ҫыпҫӑн, унсӑрӑн ҫӑвару пиҫӗ. Мана Глюмдальклич черкке вырӑнне пӳрнеске ҫине эрех тултара-тултара пачӗ; эпӗ ӑна тыта-тыта пӑхса, тӑракансене сывлӑх сунса, ӗҫе-ӗҫе ятӑм. Эпӗ хӗҫӗме турта-турта кӑларса Англире фехтовани тума вӗрентекен учительсем пек сулкалаттӑм. Пӗтӗм океана ӳкернӗ сарлака хут ҫине пӑхсан, ҫӗр ҫывӑхрах пек, «Пилигрим» ҫинчи ҫынсене тӑван ҫӗре таврӑнма питех те ансат пек. Хӗнетпӗр тени пулать, — ӑнлантарса пачӗ Фигурӑпа юнашар тӑракан шакла пуҫлӑ Алешка. Хӑвӑн кӑмӑлу, анчах чӗлхӳне тытма пӗлмесен… асту, Лукич! Курни-илтнисем вара ҫил-тӑвӑл чухнехи хумсем пекех нумай! — Мӗншӗн тесен, тан маррисем ҫинчен юрӑра та юрлаҫҫӗ. Тепӗр кун, мартӑн 8-мӗшӗнче, пилӗк сехетре ирпе, шурӑмпуҫӗ килнӗ килменех, пассажирсем пурте «Дункан» палуби ҫинче пуҫтарӑнчӗҫ. Мэрипе Роберта ниепле те вырӑн ҫинче хӑварма пулмарӗ. Кашниех ҫӗр курма васкать. Пур бинокльсемпе те утрав еннелле пӑхма пуҫларӗҫ. Наука хӑйӗн сӑмахне татса каланӑ хыҫҫӑн, нимӗн чӗнмелли те ҫук, — терӗ. Тепӗр ирхине те ҫавах — ҫавнашкал станцӑсемех, ҫавнашкал чей ӗҫнисемех, ҫавнашкал чупса пыракан лаша купарчисемех, Ванюшпа кӗскен калаҫкаласа илнисемех, ҫав уҫӑмлах мар ӗмӗтсемех тата каҫсерен тӗлӗрсе пынисем, унтан вара, ӗшеннӗ хыҫҫӑнхи ҫӗр каҫипех тӑсӑлакан тутлӑ ыйхӑ. Нимӗнле путлӗ ӗҫ те тухмарӗ пирӗн. — Эсир кам вара — студент-и? — ыйтрӗ амӑшӗ унран. Капла тума йышӑнни пӑхсанах ытла та хӑюллӑ та хӑрушӑ пек туйӑнма пултарать. Йывӑр аманнӑ ҫын ҫав суран, шыҫӑ е шӑмӑ хуҫӑлни ҫинчен шухӑшласа ҫывӑрса каять, вӗсене вӑл тӗлӗкре те курать, вӑрансан, ҫав самантрах, часрах пӗлме тӑрӑшать: шыҫни чакнӑ-и, хӗрелни иртнӗ-и, температура ӳкнӗ-и? «Э-хе! — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ: — Шанчӑкӗ пур та пулас ӗнтӗ унӑн… Пурӑнасса эпир юнашар тенӗ пекех пурӑнатпӑр; пӑхатӑп — сан пата халӑх нумай ҫӳрет, анчах ӗҫсе супни, йӗркесӗрленни ҫук. Анчах «юнкерс» аялалла анмасӑрах оборона тӗлнелле ҫитрӗ те хыҫалта ларакан вӑрман ҫийӗпе кӑшт кайсан тин, тӑруках пикене куҫрӗ, — таврара вара унӑн сирени тискеррӗн ҫухӑрса яни илтӗнсе кайрӗ. Ҫав сыпӑксенче рабочисем, хресченсем тата ӗҫле интеллигенци ҫӗршыв пурнӑҫӗн мӗн пур хуҫалӑхлӑ, политикӑллӑ, обществӑллӑ тата культурӑллӑ сферисенче пӗтӗмпех пӗр танни курӑнать. Лаштах выртать те ирхине — сивлек, хӑйӗн валли вырӑн тупаймасть. Тӑван хуняму каларӗ пире: офицерсем сирӗн кайри пӳлӗмре хӗллеренпех пурӑнаҫҫӗ. Пӗр ҫитмӗл уйӑха яхӑн каярах империре пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑнакан икӗ парти пулса кайнӑ: Тремексенсен тата Слемексенсен партийӗсем. Малтанхисем ҫӳлӗ кӗлеллӗ атӑ-пушмакшӑн тӑраҫҫӗ, иккӗмӗшсем – лутра кӗлеллисемшӗн тӑраҫҫӗ. Анчах, уйрӑмах хаваслӑ ҫӳренисӗр пуҫне, аттере юлашки вӑхӑтра мана питӗ тӗлӗнтернӗ тепӗр улшӑну пулса иртрӗ. Дивизи политотделӗ станцире ҫуллахи театр уҫать. — Мӗнле ҫынна? Аллинче черешня ҫырли тултарнӑ карттус тытса, вӑл пирӗн пата ҫывхарчӗ. Анчах пирвайхи кунах вӑл хӑй йӑнӑшнине туйса илчӗ. Унӑн пуҫӗ аялалла усӑнчӗ, ҫавӑнпа та сӑн-питне Челкаш кураймарӗ, Гаврилӑн пӗрре хӗрелекен, тепре шуралакан хӑлхисем ҫеҫ кӑшт палӑрчӗҫ. Хамӑн тӑван шӑллӑма тӗл пулнӑ пекех эпӗ нимӗн чухлӗ те ютшӑнса тӑмарӑм. Туратсене сирчӗ те — цирк ишӗлчӗкӗсен хушшине пытарса лартнӑ ҫунатлӑ кимӗ ҫине аллипе тӗллерӗ. Каҫалапа хӗвел ҫуттинче йӑлтӑртатса выртакан лӑпкӑ Атӑл хӗрринчен, е хула таврашӗнчи пахчасем тавра ҫаврӑнса ҫӳресе таврӑннӑ чух кашнинчех, хӑйӗн кӗскелсех пыракан отпускӗн юлашки кунӗсене шутласа, Алексей хӑйне Ольӑпа чӗререн, тӗплӗн калаҫма сӑмах панӑ. Ах, тусӑмсем, савнӑ тусӑмсем, Индине кайма тухса Чилине ҫитсе кӗр, испанилле вӗренеп тесе, Португали чӗлхине вӗрен!.. Лось кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫӗклентӗмӗр! Ман хуҫасем сана еретик, теҫҫӗ, — эсӗ чиркӗве ҫӳреместӗн. Вӑл ҫӳлӗ пӳллӗ пулнӑран, алӑкран кӗнӗ чух пуҫне кӑна пӗшкӗртмелле мар, пӗтӗм кӗлеткипе пӗшкӗнмелле. Пачах урӑхла, вӑл — ывӑна пӗлмен ӗҫчен. — Пирӗн пӗрле пулма юрамасть. — Аслатирен хӑрамастӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ Гленарван Робертран. Анчах эсӗ те пулӑш вара кирлӗ чухне… Сую тухсах пырать санӑн, — терӗ. Давыдов будка ҫумне пырса выртрӗ, куҫӗсене хупрӗ. Вӑл ман ватӑ кӗсре патне пычӗ те, эпӗ ӑна пӗр-икӗ хутчен кантрапа тивертсе илтӗм. Сид ӗсӗклесе макӑрса илчӗ, Мэри куҫҫульне шӑпӑртаттарсах ҫывӑрма кайрӗ. Хӑйӗн йывӑрланса кайнӑ кӗлеткине сӑрт ҫине, хыр айне, асӑрхануллӑн ҫӗклесе хӑпартса, Петр кресло ҫине ларнӑ та, ҫав ҫын ҫинчен шухӑшласа, ӑна чунтанах шелленӗ. C`est de la meme famile. Ия, вӑл мӗн тӑвассине йышӑннӑ ӗнте. Хӑй мӗнле ҫулпа каяссине суйласа хунӑ. Ҫапах та, ҫиленчӗк сӑнлӑ пулин те, вӑл вӗсемшӗн ҫӳлти пирӗшти пекех туйӑна пуҫларӗ. Тухтӑр ярӑп! Сирӗннисем чӗртнӗ пулсан, казаксемпе чеченецсем сирӗн пата сывалма ҫӳренӗ пулӗччӗҫ, кунта ак сирӗн офицерсемпе полковникӑрсем хӑйсем тухтӑрсене ту хушшинчен чӗнтерсе пыраҫҫӗ. — Ну, вӗсем хӑйсен ҫурӑмӗсене кӑпӑклантарччӑрах эппин! Эпир иртнӗ кӗркунне ҫӗр шӑнтма тапратичченех кӗрхи ҫӗртме турӑмӑр, вӗсем вара пукравранах кӗрӗк арки йӑвалама тытӑнчӗҫ. — Мӗне мӗнпе улӑштаратпӑр? — унран та шӑппӑнрах пӑшӑлтатрӗ Федотка. Иохим пӗрехмай шӑхличине хурать те тимлесех итлеме тытӑнать, ҫак пауза вӑхӑтӗнче ача та киленсех итлет, Иохима хистеме те мансах каять. «Полк командирӗпе калаҫнӑ чух аллӑра купарча ҫинчен илмешкӗн кӑмӑл тусамӑр!» — пӗрех ҫухӑрчӗ ӑна Шульгович. Эпӗ «Веселый Роджер» ялава антаратӑп Эпӗ бушприт ҫине хӑпарма ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫапӑнса тӑракан кливер, тупӑ пенӗ пек хӑлхана хупласа шартлатрӗ те, ҫилпе хӑпарса, тепӗр еннелле ҫаврӑнчӗ. Пырса ҫапӑннӑ хум алӑка сирпӗтсе кӑларчӗ те трюмалла шарласа кӗчӗ; шыв шӑпӑртатса, кӗтесселле юхса кайрӗ; хыттӑн ҫухӑра-ҫухӑра, хӗрарӑмсем вырӑнӗсем патнелле ыткӑнчӗҫ. Вилькицкий Ҫурҫӗр Ҫӗрне кӗркунне уҫнӑ, хӑҫан иккенне тӗплӗн пӗлейместӗп, анчах кӗркунне сентябрьте-и ҫав, октябрьте-и? Ҫапла эпӗ вуникӗ сехет ҫитичченех аппалантӑм, пристане атте патне кӑнтӑрлахи апат леҫме кайма та вӑхӑт ҫитрӗ. Иксӗмӗртен пӗрне вырӑн ҫук пире ҫӗр ҫинче… Вӑл тутанса пӑхрӗ те хӑй ӑшӗнче ҫеҫ каланӑ пек: «Куркаланӑ ӗнтӗ!» — тесе хучӗ. Огнянов ҫаплах тесе шухӑшларӗ те. — Маттур эсӗ! — кӑмӑллӑн каларӗ те ӑна Говэн, аллине тӑсса пачӗ. Кӑшт ӳстерсе калани пур, паллах, анчах, пӗтӗмӗшпе илсен, нимех те суйман вӑл. Эпӗ хамӑн арӑм ачасене чип-чиперех ӗмӗртсе ӳстерни ҫинчен тата мана пӗртен-пӗр ҫакӑ ҫеҫ, вӑл ача ӗмӗртни тата алӑра ача тытни, кӗвӗҫӳ асапӗнчен хӑтарни ҫинчен каларӑм. Оксана хӑй ҫинчен мӗн-мӗн калаҫнине илтнӗ, пӗлет, ҫавӑнпа та, хӑй чиперрине кура, питӗ кутӑн. — Кӗретех тӑманччӗ, — терӗ Осип Михайлович. Ун чухне Марспа Ҫӗр пӗр-пӗринчен 55 миллион километр хушшинче кӑна тӑраҫҫӗ. Стоян пичче алӑка шаккарӗ те хытӑ сасӑпа:— Эй, господин! Тух ӗнтӗ кунта! — терӗ. «Январӗн ҫирӗм пӗрремӗшӗнче ултӑ сехет те аллӑ минутра…» Ку мӗн саншӑн? Малтанласа сntin (континент) тесе ӑнланнӑ соntinent сӑмах, юлашкинчен, соntinuelle (пӗрмай) пулса тӑчӗ; indi, малтан indiens (индеецсем) текен сӑмах кайран indigenes (туземецсем) текен сӑмах пулса тӑчӗ, юлашкинчен, ndigence тенӗ сӑмах чӑнласа (асап) пулнине ӑнланса илчӗҫ. Каҫарӑр ӗнтӗ мана, ҫавӑн пек кирлӗ-кирлӗ марпа вӑхӑта ирттернӗшӗн. — Итлӗр. — Часрах Туфольд бухтине ҫитесчӗ. Делегейт хулинчен эпир мӗн пурӗ те вӑтӑр пилӗк мильре анчах тӑратпӑр. Унӑн хӑлхине юн юхмаллах ҫурса пӑрахрӗҫ, сӑмси-тутисене ҫапса ватса пӗтерчӗҫ, анчах вӑл, малти шӑлӗ ҫуккине кӑтартса, шыҫса хӑпарса тухнӑ тутисемпе ҫапах та кулкалать-ха, хӑй ҫумне уйрӑмах хаяррӑн пырса ҫулӑхакан хӗрарӑмсене васкамасӑр, вӑйсӑррӑн тӗрте-тӗрте ярать. Ҫук, эпӗ вӗсем ҫинчен татса калани те Ӑспа сивлек асӑрхани те Чӗрен асаплӑ паллисем ҫеҫ пулнӑ. Ҫарамас чул ҫын пӗтӗм кӳлепипе тӑрать, урисем ҫӑтӑ пекех пӗрлешнӗ, аллисем ансӑр пӗҫҫисенчен лӑпчӑннӑ, вӗтӗ-вӗтӗ картлӑ пиҫиххийӗ каҫӑр кӑкӑрӗ тӗлӗнчех, унӑн хӑлхаллӑ шлемӗ, пулӑ шӑмми евӗр шӗвӗркке тӗпеклӗскер, хӗвел ҫинче тӗксӗммӗн ҫиҫет. Ҫав вӑхӑтра пӳлӗме Володя кӗчӗ. Пӗр хупса хунӑ алӑклӑ пӳлӗм умне пырса тӑрсан, лакей, ун ҫинчен кӗрсе пӗлтерем тесе, ӑна пӗччен тӑратса хӑварнӑ. Иртнӗ кунсенче, выльӑхсене пусса пӗтересрен хӑраса тата ӑна-кӑна шута илсе, чӑх-чӗпсемпе вак-тӗвек выльӑхсене пӗрлештерме решени йышӑннӑччӗ… Чӑнах та, сад тӑрӑх клумбӑсем урлӑ уткаласа, Базаров килнӗ. Кукамай алӑпа сулчӗ. Вӑл пирӗн утсемпе вӑкӑрсене наркӑмӑшлӑ gastrofoi ium курӑкпа ҫитерсе, пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне вӗлерсе пычӗ. Килте ӑна кичем пулнӑ; пӗр инке арӑм — нимӗҫ майрипе ермешсе кайнӑ та мӗнпур вӑхӑтне тенӗ пекех ун патӗнче ирттернӗ. Пурӑнӑҫ йӗркисене лӑнчӑлатнӑ» — шухӑшласа илчӗ те Корчагин, алӑка чӑмӑрӗпе хуллен шаккарӗ. Вӑл хӑй сирень тӗмисем патне мӗнле ҫитнине те асӑрхамарӗ, ҫывӑрмалли пӳлӗмӗн чӳречи айӗнче, чӗркуҫҫи ҫине чавсаланса, питне ывӑҫ тупанӗсемпе хупласа нумайччен ҫӗрелле пӑхса ларчӗ, ура айӗнчи ҫӗр, путса анма хатӗрленнӗ пек, хускалса, мӑкӑрӑла-мӑкӑрӑла тухнӑ туйӑнчӗ. — Ӑнланмалла мар мужнк, — шухӑшларӗ Петр, ун патӗнчен пӑрӑнса кайса. Кукамай тата питех те аван Королева Марго. — Эсир, сирӗн преосвященство, чӗнсене теори енӗпе, христиан тӗнӗ енӗпе йышӑнмастӑр, анчах полковнике сирӗн шухӑшӑрпа килӗштерме питех та йывӑр. Вӑл темскер урӑххи ҫинчен шухӑшласа, ӳркенсерех канлӗн калать. Эпӗ чан ҫапнине илтнӗ-и эсир? — Эпӗ сире хамӑн пурнӑҫра пулса иртнӗ пӗр тӗлӗнмелле япала ҫинчен каласа парӑп, — пуҫларӗ вӑл. Кӑнтӑрта кӗркуннехи шуҫӑм нумая пырать, вара сисӗнмесӗрех ире куҫать. — Ну, каласа пар пире, мӗнле ҫӳрерӗн? Ҫурҫӗр иртсен ушкӑн сӗм вӑрмантан сайрарах ҫӗрелле тухрӗ. Унӑн аллинчи туя чӗтресе кайсан, Доминикино хӗпӗртесе: «Акӑ ӑҫта вӑл актер!» — тесе шухӑшларӗ. Сулӑ ҫӳлелле ҫӗкленет, хумсем ҫинче сикет. Амӑшӗ патне Василий Гусев пырса:— Эпӗ каллех сан патӑнта ҫиетӗп, санӑн тутлӑ! — терӗ. Хӗрарӑм юлташсем, пӗр-пӗринпе канашласа, апат пӗҫерекене суйлӑр, вӑл тирпейлӗ пултӑр, апат хатӗрлеме пӗлтӗр, тата ик-виҫӗ тирпейлӗ, хӑйсене таса тытакан, ачасене юратакан колхозницӑна нянькӑ пулма уйӑрӑр. Ун ҫинчен шухӑшласа пӑхма та ӗлкӗреймен-ха вӑл. Шӗлепкине вӑл таҫта ҫухатнӑ, унпа пӗрлех шӑрпӑк тӗрки те ҫухалнӑ, анчах хӗври табак енчӗкне чӗркесе чикнӗ шӑрпӑкӗсем ҫаплипех тӑраҫҫӗ-ха, вӗсем ҫухалман та, йӗпенмен те. Мӗн куратӑр? — сасартӑк ыйтатчӗ вӑл, хулӑм-мӑн янтӑракан сӑмахсемпе. Эпӗ йӗри-тавра пӑхса илтӗм; тӗттӗм, илемлӗ чаплӑ ҫӗр тӑрать. Каҫ пулнӑ чухнехи сулхӑн вырӑнне халь ҫурҫӗр тӗлӗнчи типӗ ӑшӑ килсе анчӗ. Унӑн пайтах-ха ҫывӑракан уйсене ҫемҫе шӑналӑк пек витсе тӑмалла. Малтанхи кайӑк сасси илтӗниччен, сывлӑм шывӗн пуҫламӗш тумламӗ пуҫтарӑниччен нумай вӑхӑт иртмелле-ха. Анчах сирӗн ҫӑпансем хӑвӑра ман ҫӑпансенчен ырӑрах пек туйӑнаҫҫӗ… Эпӗ тӑхтаса та тӑнӑ пулӑттӑм-и, тен, анчах унӑн юлашки сӑмахӗсем мана хурав пама йыхӑрчӗҫ. Хӑвна мӗн кирлӗ, илетӗн эс манран, анчах ман чунӑма ан тӗкӗннӗ пул! Эпӗ пысӑклантӑм Сӑмах май каласан, ку шухӑшсен те хӑйсен илемӗ пур. Унтан вара Ярославле. Вӑл аллисене усса тӑчӗ те:— Каялла чакмалла! Тӳрем вырӑнта шыв тапса тухасса кӗтсе, майрасем каллӗ-маллӗ йӑпӑртатса ҫӳреҫҫӗ. Симурден пӗтӗм ҫӗр ҫинче те хӑйӗн вӗренекенне, ҫак тӑлӑх ачана ҫеҫ юратнӑ. 1936–1940 ҫулсенче пӗр хут ҫеҫ мар тӗл пулкаланӑ эпӗ унпа, унӑн статйисене те вуланӑ, пӗтӗм Европа чӗлхисене куҫарса чапа тухнӑ кӗнекине те «Совет Арктикин тинӗсӗсем» тенине вуланӑ. Анчах вӑл мӗн чухлӗ нумайтарах шухӑшларӗ, ҫавӑн чухлех хӑй курса ҫӳренӗ япаласем те унӑн тӑнпуҫӗнче тӗпӗ-йӗрӗпех палӑрса пычӗҫ, юлашкинчен вӑл каллех ҫапла шутлама пуҫларӗ: пурте чӑнласах тӗлӗкре пулман пулӗ, терӗ. — Совет правительствине ультиматум панӑ. Тӗттӗмре ларнинчен ырри ҫук, капла лӑпкӑрах. Унӑнни пек бакенбардсене халь кӗпӗрнери тата уездри ҫӗр виҫекенсен, вырӑс архитекторсен тата полицире ӗҫлекенсен пичӗсем ҫинче курма пулать-ха. Гришӑн тумланмалли пӳлӗмӗнче тата виҫӗ артист пур, вӗсем те хӑйсене ют ҫӗрте мар пек тыткалаҫҫӗ. Пролив пур енчен те питӗ лайӑх хупланнӑ. Вӑл ҫӑра вӑрмансен хушшинче пытанса тӑрать. Вӑрмансем ҫыран хӗрринченех пуҫланаҫҫӗ. Инҫетре сӑртсем амфитеатр пек кармашса тӑраҫҫӗ. Ҫыран хӗррисем тӳрӗ. Сӑртлӑ ҫыран тӗлӗнче икӗ пушӑ парӑш якӑр ҫинче тӑнӑ, вӗсен ҫӳллӗ мачтисем, пӗлӗтелле хӑпарса, сывлӑшра куҫа курӑнми тӗрӗсем ҫырнӑ пек, ҫуйхануллӑн енчен енне сулкаланнӑ парӑшсен палубисем тулли хулӑн пӗренесенчен тунӑ пусмасем армак-чармак кармашӑннӑ; пур ҫӗрте те шалтӑрмасем ҫакӑнса тӑнӑ: сӑнчӑрсемпе вӗренсем сывлӑшра сулкаланнӑ; сӑнчӑр сыпписем йӑвашшӑн чӑнкӑртатнӑ… Аран кулкаласа, Алексей полковник ҫине вилесле ывӑннӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ: — Ҫук, сывах. Йывӑҫсем чылай сайра ӳсеҫҫӗ. Сӑрт айккипе пырса, эпӗ сӑрт хӗрринчен часах ҫаврӑнса кайрӑм та, ҫырма урлӑ ҫаплипех шыв тӑрӑх каҫрӑм. Мӗскер эс? Арӑму, ачусем — сывӑ-и? — Куҫне йӑлтӑртаттарса, шӑл йӗрсе, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — сан пата хӑнана пыма хатӗрленетӗп те, ялан вӑхӑт ҫук-ха, ӗҫетӗп пӗрмаях… Эпӗ хамӑн телейсӗр ҫӳревсен историн иккӗмӗш пайне ҫакӑнпа пӗтеретӗн. — Темиҫе пин ҫуллӑх каялла эпир пысӑк ҫуртсем туман, эпир вӗсне хутса ӑшӑтайман, — электричество пирӗншӗн паллӑ пулман. Вӗсене пысӑк хаяр йытӑсем тимлӗн хуралласа тӑраҫҫӗ. Тухатмӑшӑн пӗркеленнӗ хӑмӑр пичӗ кӑмӑлсӑр пулса кайрӗ. Пӑртак тӑрсан тахӑшӗ:— Кам ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑка кӗрсе курасшӑн? — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Хӗл ҫитнӗ, хӗле кӗрсен вӗсен пӗр-пӗринпе курнӑҫасси те чарӑннӑ; анчах ҫырусем тӑтӑшрах ҫӳреме пуҫланӑ. — Ахӑртнех, ӑшчикӗ шӑннӑ пуль… йӗкӗтӗн… — Кӑтарткаланӑччӗ пире пӗррехинче… — пӑрӑнсарах калама пуҫларӗ Умрихин. Выҫлӑх сиксе тухсан мӗн тумалла? Хай тӗллӗн вӗренме Вундтӑн «Психологине», Льюисӑн «Физологине», Смайльсӑн «Самодеятельноҫне» туяннӑччӗ… Анчах та вӑл монастырь гостиницинчи хытӑ койка ҫине выртсан, ӑна каллех манах, дворник ҫинчен кӑмӑла хуҫакан шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ. Сӑмахне тавӑрмасӑр вӑл тепӗр еннелле ҫаврӑнса ларчӗ. Вӗсем хӑйсен юнланнӑ тумтирӗсене ҫума тытӑнчӗҫ, ҫӗр ҫинчи юн тумламӗсене хӑйӑр сапса тухрӗҫ. Тискер алхасса хӑтланнисене вӑл нумай курнӑ. Вӑл пит вӑйсӑрччӗ, эпӗ ӑна ҫӗнтерме пултартӑм, анчах сухаллӑ арҫын вара мана шутсӑр тӗлӗнтерсе, юн кӑларнӑ сӑмсине шӑлса, урайӗнче ларса пит хурланса макӑрса ячӗ. Мӗскӗн мужик шӑпланчӗ… — Анчах эпӗ пӗлместӗп, — сиввӗн тавӑрчӗ суккӑр. Джемма Риккардона асӑрхаттарса аллине ҫӗклерӗ. Ҫакна пула вара Оленин ку ҫынсем, хӑйпе танлаштарсан, хитререх, вӑйлӑрах, ирӗклӗрех пек туйӑнчӗ, вӗсем ҫине пӑхсан, ӑна намӑс та салху пулчӗ. Ҫак сӑмахсене каласан, хӑй тӗллӗн калаҫакан ҫын лашине карт туртса чарнӑ. Ытах вӑл ҫавӑн пек илемлӗ пулсан, — тесе шухӑшланӑ эпӗ, — эп ун патӗнче ҫын пулатӑпах! — тенӗ. Тӳрех курӑнать вӗт-ха вӑл… Шайкӑри ачасенчен хӑшӗ те пулин пирӗн вӑрттӑнлӑха сутсан, унӑн пуҫне касса татмалла, ӳтне вут ҫинче ҫунтарса, кӗлне ҫилпе вӗҫтерсе ямалла; унӑн ятне списокран юнпа чӗрсе пӑрахмалла, ӑна тек нихҫан та аса илмелле мар, ылханса яланлӑхах манмалла. — Асту, илсе ҫитернӗ пултӑр! Кайсам эсӗ пирӗн патӑмӑртан, туршӑн… тата… текех ан ҫыпӑҫ. Хунямӑшӗ хӑть те мӗн пӗҫерсен те кинӗ ҫапах:— Ман анне ӑна ун пек тумасть, — тетчӗ. Эпӗ юлашки хут Катьӑн куҫӗсенчен тинкерсе пӑхрӑм. — Мӗншӗн таса пулмалла мар-ха унӑн? — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Ун кӑкарӗ ҫинче Монтанелли ӳкернӗ тутӑр пулнӑ, вӑл ӑна Монтанелли кайсан пытарса хунӑ иккен. Савӑта вырӑнне лартсан, тарҫӑ ним шарламасӑр пукан ҫине ларчӗ. Унччен сирӗн хура шӑпӑр сухари татӑкӗнчен хаклӑ тӑрас ҫук. — Эсир! — шӑппӑн сас панӑ Фома. Унӑн сӑнӗ яланах ҫапла калать: «Фу! мӗн тери кичем, никампа калаҫма та ҫук!» Тухса ҫӳреме манпа Глюмдальклич валли ятарласа пӗр кӳме уйӑрса пачӗҫ. Ман няня хӑйӗн гувернанткипе пӗрле хула курма тата япаласем илме час-часах тухса ҫӳретчӗ. Ҫапла тухса ҫӳренӗ чух эпӗ яланах каяттӑм, ещӗк ӑшне ларса ҫӳреттӗм. Мана няня эпӗ ыйтнипе час-часах ещӗкрен кӑларатчӗ те, эпир иртсе ҫӳрекен урамсенчи ҫуртсемпе ҫынсене лайӑхрах курмалла пултӑр тесе, хӑйӗн алли ҫинче тытса пыратчӗ. Халиччен нихҫан та ҫакӑн чухлӗ нумай пухӑнман халӑх умне тухса тӑрса, Давыдов ҫакӑн пек сӑмах каларӗ: — Граждансем, нумай та пулмасть колхозник пулнӑ ҫынсем тата уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен пӗр пайӗ ӗнер ҫапла пӑтӑрмах туса хӑтланни мӗне пӗлтерет-ха ку? Эпӗ, сана юратса, нумай намӑс курса пӗтрӗм, анчах халӗ манӑн тӳсӗм тулса ҫитрӗ! — Мӗн пулчӗ тетӗн-и? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Акӑ ватӑрах кӑна сестра тухрӗ те:— Эсир Татаринова патне-и? Пур ҫӗрте те — хаяр-тискер ҫапӑҫу йӗрӗсем. Нумайӑшӗ, ҫавна итленӗ чух, сасӑсӑр йӗчӗҫ. Манар куна, — сассипе ҫеҫ ҫемҫен каҫару ыйтса, тархасларӗ Олеся. Ромашов ӗнерхи историе ҫыхӑнусӑррӑн, анчах чун-чӗререн те тӗплӗн каласа кӑтартрӗ. Пурин ҫинчен те пиншер хут калаҫнӑ хыҫҫӑн, Гленарван Грант капитана Айртон ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хӗвел тӗттӗмленесси вара Уйӑх Ҫӗрпе Хӗвел хушшине пулнинчен килет: Уйӑх мӗлки Ҫӗр ҫине ӳкет. Хӗвел те, Уйӑх та, Ҫӗр те тӗнче уҫлӑхӗнче куҫнине пула, Уйӑх мӗлки Ҫӗр пичӗ тӑрӑх хӑвӑрт куҫать. Килӗшӗр, Павел Петрович, пирӗн тытӑҫу кулӑшла пекех тӗлӗнмелле вӗт? Кунавинӑри ҫивчӗ мещанкӑсем лавкасене урай ҫума пырсан, Ефимушка лавка тӑррисенчен анатчӗ те, ӑҫта та пулин кӗтесе кӗрсе тӑрса, кӑвак та чӗрӗ куҫӗсене хӗссе, мӑн ҫӑварне хӑлха таранах карӑнтарса ярса, мӑрӑлтатса тӑратчӗ: — Ҫав тери тӗреклӗ хӗрарӑма турӑ илсе килчӗ ман пата; ҫав тери савӑнӑҫ килсе ҫитрӗ маншӑн; хӑйма ҫинчи чечек пекех-ҫке вӑл, мӗнле тав тӑвас мар-ха ман пӳлӗхҫе ҫавӑн пек парнешӗн? — Oui, boh tabac, tabac turc, — тет француз, — et chez vous tabac russe? Анчах ку тахҫанах пулнӑ, унтанпа вӑл улшӑнма пултарнӑ. Унӑн ҫак тилӗ ҫури пулман пулсан, тӑшмансем пирӗн лашасене вӑрлама ӗлкӗрнӗ пулӗччӗҫ, пирӗнтен хамӑртан та кама та пулин вӗлернӗ пулӗччӗҫ. Ку ҫын Негоро пулчӗ. Вӑл йӗрке кӑтартӗ, — тенӗ. Вӑл кулӑшла туйӑнать! Эпӗ, куратӑн, мӗнле: паян кунта, ыран — ҫичҫӗр минре. Пирӗн ҫакӑнта анчах, шывӑн ҫак хӗрринче пулӑшу килессе кӗтме пулать, пулӑшу «Дункан» ҫинчен кӑна килме пултарӗ. — Апла-тӑк, Паганель, эсир пирӗнпе пӗрлех пыратӑр? — терӗ Элен, тараватлӑ сассипе. Пӗр илемсӗр каҫ вӑл хӑй пӳлӗмӗнте тутӑрсем пӳксе ларчӗ, ӑнсӑртран килсе тухнӑ салхулӑхпа тулта ҫил уланине итлерӗ. Том унпа юнашар вырнаҫса ларнӑ та, вӗсем вара кил ҫинчен, тусӗсем ҫинчен, хӑйсен лайӑх вырӑнӗсем ҫинчен пуринчен ытла хӗвел ҫути ҫинчен калаҫма пуҫланӑ. Гаврилов чикӗри икҫӗр алӑ штыклӑ ҫар ротине ялсовет патӗнчи площаде строя тӑратса тухать. Анчах эпӗ пӗр утӑм та ярса пусаймастӑп. Кукуруза е хӗвелҫаврӑнӑш пуҫӗсене татса илетӗр те тунисем вырӑнтах ларса юлаҫҫӗ. Вӑл хӑй те халь… ытах ӑса кӗнӗ пулсан, хӑйне ӑнланса илеймест пуль… Ахӑрнех, ӑса кӗнех пуль… ухмах ҫын ывӑлӗ мар… Каронада хӑвӑрттӑн пырса тӑрӑнтарнипе фок-мачтӑсем ҫуркаланса пӗтрӗҫ; грот-матча та пӑсӑлчӗ. Хӑйӗн вӑйӗпе мухтанса, ҫав пурӑнӑҫ хуйхӑрса та ҫине тӑрсах хӑй вӑйне чикмешкӗн вырӑн шырать. Олеся мана, яланхи евӗрех, ӑшшӑн сывлӑх сунчӗ, анчах калаҫу пирӗн пурпӗр сыпӑнсах каймарӗ. Ҫакна эпӗ илтӗнмеллех каларӑм пулас, мӗншӗн тесен ҫыран хӗрринче тӑракан шалпар курткӑллӑ «ремесленниксем» кулса ячӗҫ те кӑштах ман хыҫран утрӗҫ. — Чӑн-чӑн пуҫах, ҫитменнине тата илемлӗскер. Анчах тӗттӗм вӑрман чӑтлӑхӗнчи каҫ тӳлекне нимӗн те пӑсмарӗ. Унтан ерипен шӑва-шӑва горизонт айне, Хӗвел аннӑ ҫӗрех, пытанать. «Первомайскинче» виноград пухасси кукӑр-макӑр пулса пырать. Кайрӑмӑр-и? Кам вӑл? Ҫав вырӑнсене Воропаев карттӑ тӑрӑх питӗ лайӑх пӗлет, карттӑсӑр та лайӑх чухлать. Ҫакӑн пирки эпӗ ӗнентерсе калама пултаратӑп. — Ку чӑн та ӗнтӗ. — Пелагея Ниловна. Вӑл Лозневоя юлашки кӑтартусем парса, хӑвӑртрах малалла — Вазуза патнелле кайма васканӑ. Эпӗ унсӑр пурӑнма пултараймастӑп, пирӗн, чӑнах та, ятлаҫса тӑма пӗр сӑлтав та ҫук, вӑл мана тахҫанах юратма пӑрахнӑ пуль тесеттӗм эпӗ. Ача сиксе аннӑ. Малта, тӗтӗм витӗрех, ӑна шенкер мундирсем, хӗрлӗ шӑлаварсем курӑна пуҫларӗҫ, гот чӗлхепе кӑшкӑрашни илтӗнме тытӑнчӗ. Пӗр французӗ бруствер ҫине хӑпарнӑ та ҫӗлӗкне сулласа темӗн кӑшкӑрашать. Хир анлӑшӗ, ун ирӗклӗхӗ, уйӑх ҫутатнине пула, темле пусӑрӑнтарса лартнӑн туйӑнчӗ Ромашова. Виҫҫӗ, Николай Еремеич. — Манран килмест ҫав! Вӑл хӑйӗн япалисене малалли ҫула кайма йӗркелесе хурас шухӑшпа, хӑй ҫӗр каҫнӑ вырӑна таврӑнчӗ. Увар Иванович мезонинра, «тутлӑ ыйхӑ» тесе ят панӑ сарлака та ҫемҫе диван ҫинче ҫывӑрать. Эп каллех лери вут патне каятӑп. Эпир вӑл арчана, ун пирки вилмелле пулсан та, уҫатпӑрах. — Ҫук, тархасшӑн, эпӗ унта мӗнлине… пӗлетӗп хуть… Алексей Мересьев лётчик «хӗскӗче лекнӗ» пулнӑ. Бизонсем пурте тенӗ пекех ӳксе вилнӗ, аманнисене сунарҫӑсем персе ӳкерме васканӑ. Халӗ кала-ха: мӗншӗн партине кӗме заявлени памастӑн эсӗ? — Мӗн пулать вара? — ыйтрӗ Костя хуллен. Ӗҫкӗ-ҫикӗ чи ҫӳллӗ тӳпене хӑпарса ҫитнӗ, кун лек чух мушик хӑй ӳсӗрлӗхне кӗрлевлӗн те мухтанчӑклӑн ӳстерме пуҫлать, мӗнпур хусканӑвӗ унӑн хавшак та йывӑр каркаланчӑклӑ пулса тӑрать, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫ сулас вырӑнне, тӗслӗхрен, вӑл пӗтӗм кӗлеткипе аялалла ланклатса ларать, чӗркуҫҫийӗсене хуҫлатать те, сасартӑк тытӑнкине ҫухатса, хыҫалалла хевтесӗррӗн чака-чака каять. Буфетра унӑн арӑмӗ, пӗр хӗрӗх ҫултан иртнӗ дама, хитрескер, анчах та лӳчӗркеннӗскер ларать, вӑл ҫав тери пудра сӗрет питҫӑмартисем ҫинчен вара ялтӑркка платье ҫине ҫыпӑҫакан шурӑ тусан тӑкӑнать. Асатте калавӗсем ҫав енчен паха, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вӑл нихҫан та суйман, мӗн кӑна каласа парать, пурте чӑн, пурте шӑп вӑл каланӑ пек пулнӑ. Хӑйӗн арӑмне вӑл тӑнран тухаслах юратать, текен сӑмах ҫӳрет, питех те хытӑ-мӗн, ҫавӑнпа унӑн мӗнпур ерӗшкипеленех ачаш, япшар та суя туслӑх тытать иккен. Анчах унтан вара мӗн пуласси ҫинчен вӑл шухӑшласшӑн мар. Ҫавӑнпа та вӑл Гленарван мӗн ыйтнине труках ӑнланаймарӗ, вара лешӗн ӑна тепӗр хут каламалла пулчӗ. Анчах лешсем, пире кӑшкӑракансем, эпир хӑранипе усӑ курса, тата ытларах хӑратаҫҫӗ. — Пуп таврашсен пурнӑҫне питӗ лайӑх пӗлетӗп, тесе пӗлтерчӗ вӑл, ҫав ӗҫ «халӑха кирлӗ пулӗ» тесе юри вӗрентӗм, терӗ. Вилес умӗн кӑна, ӑна та пулин ҫывӑх тусӗсем ӳкӗтленине пула, хӑйӗн сочиненине Коперник пичете пама килӗшнӗ. — Ну, пӗр сӑмахпа каласан, — терӗ малалла Аркадий, — вӑл питӗ телейсӗр, ӗнен мана, ӑна курайманни ҫылӑх. — Эсӗ — ҫӗрес ҫук! Мӗнле хисеп Вильям Туффнел хӗрӗпе пӗрле пыма! Паллах ӗнтӗ, вӗсем — вӑрӑ-хурахсем; анчах кукамай вӑрӑ-хурахсем ҫинчен лайӑх сӑмах пит нумай каласа кӑтартнӑччӗ. Фельдегерь ун сӗтелӗ ҫине хӑйӗн ҫул ҫӳремелли хутне пырса пӑрахать. Ӑна тӑна кӗртетпӗр. — Вӑл ҫӗрелле лач! сурчӗ. — Пур пӗр ҫын, эп мӗн чухлӗ ыйтатсӑн, вӑл ҫавӑн чухлӗ тӳлӗ. Мӗн чухлӗ пачӗҫ сана? Кайӑксем вӑранчӗҫ; кӑвак кӑсӑясем мамӑк ҫӑмхасем пек пӗр туратран тепӗр турат ҫинелле ӳкеҫҫӗ, вут тӗслӗ кукӑрсӑмсасем хыр тӑррисенче кукӑр сӑмсисемпе хыр икелӗсене ватаҫҫӗ, хӳрери вӑрӑм тӗкӗсене суллантара-суллантара илсе хыр турачӗ тӑрринче шурӑ апполоновка чӳхенсе ларать, хура мерчен пек куҫӗпе эпӗ карса хунӑ ҫип ҫине шанмасӑр чалӑшшӑн пӑхать. Ой, манӑн хырӑма татсах кӑларать! Ой, тӑванӑмсем, инкекрен хӑтарӑрсам! — Чӑт! Хулана ҫитрӗм, пӑхатӑп — урамсенче пӗр чун та ҫук, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче кам тухса ҫӳретӗр. Эпӗ тӑкӑрлӑксемпе пытанса ҫӳрес мар терӗм, тӳрех аслӑ урамалла ҫул тытрӑм. Пирӗн ҫурт патнелле ҫитнӗ май ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхатӑп. «Ан тив, лӑпкӑн кайтӑр ӗнтӗ, пӗлменни лайӑхрах» — тесе шухӑшларӗ вӑл юлашкинчен. Енчен пур ҫӗрте те мар пулсан, эпир хамӑр кӑна вут тӗртӗпӗр те ыттисем пӑхса тӑрӗҫ, вара мӗн тумалла? Унӑн хура сухаллӑ симӗс френчӗ ҫумне хут ҫыпӑҫтарса хунӑ: «Мӗн шыраса каятӑн, ҫавна тупатӑн», тесе ҫырнӑ ун ҫине. Унтан аяларах вара урӑх алӑпа, сарӑлса каякан сӑрлӑ карандашпа, шултӑран тепӗр сӑмах ҫырса хунӑ: «йытӑ». Постра пӗтӗмпех йӗркеллӗ, тесе пӗлтерчӗ урядник. Вӑл Алексее тӳрех палласа илчӗ те, сӗтел хушшинчен тӑрса, ӑна хирӗҫ утса пычӗ. Салтаксене вӑрҫмастӑп, начальниксене айӑплатӑп. — Мӗскер калатӑн-ха? Ку сӑмахсем мӗне пӗлтернине йӑнӑш ӑнланмаллимӗн пулман. Ӗҫлекеннисем вара — телейсӗр лашасем анчах! Пӗчӗк чиркӳ урӑх хӑҫан та пулин ҫакӑн пек тулли пулнине никам та астумасть. «Вунпилӗк ҫынсӑр» пуҫне вӑл урӑххине нихӑҫан та юрламан. Ҫулӑм — салатса пӗтерекен япала; вӑл хӑйӗн пурлӑхне ҫилпе вӗҫтерсе ярать. Сад варринчен саппунлӑ пахчаҫӑ тухрӗ те мучи ҫывӑхне пырса тӑчӗ. — Ах! — терӗ вӗл. Эпӗ ҫӑмӑллӑнах вулама пултаратӑп! Эпӗ ҫывӑхран ҫеҫ куратӑп, эсир ман умма тӑрсан, питӗре куратӑп, сӑмсӑра та, янахӑра та курмастӑп. Ерофей Кузьмич, эсӗ кӑтартса ҫеҫ пар: ӑҫта алтмалла тата мӗнле хӑмасем илмелле? — Сталин-и? — ыйтрӗ вӑл пӗр тутисемпе кӑна. Эль-Койот хӑйӗн хакалӗнче нумай тӑман. Найденов Макар хӑнӑхман хӑвӑртлӑхпа, кӑвакал пек енчен енне тайкаланса, утать. Ҫынсем ҫапӑҫаҫҫӗ иккен, мӗн курман-пӗлмен япала-им вӑл, ыйтам-ха сирӗнтен? Май килнӗ пек чухне калам-ха: хӑй чухӑннине пӗлсе, хӑйне чухӑн текен ҫыннӑн туйӑмӗнче темӗнле уйрӑмлӑх, темӗнле чапа юратас кӑмӑл пур пек туйӑнать мана. Эсӗ нихҫан та Англире пулманни тӳрех курӑнать. Вӑл ҫамрӑк ирландеца ашшӗ пекех юратнӑ. Морис Джеральда сӗм вӗтлӗх вӑрманта вӗлернӗ пулӗ, унӑн ӳтне хӑлатсемпе койотсем сӗтӗреҫҫӗ пулӗ тесе шухӑшласан, старикӗн чӗри тӳсме ҫук ыратнӑ. Ӑнланатӑн-и? Ҫав минутрах мана Ганс хӑйӗн вӑйлӑ аллипе ярса та тытрӗ, вӑл тытман пулсан, шухӑша кайнипе тинӗс хумӗсем ӑшне йӑванса ӳкнӗ пулӑттӑм. Астӑвӑр, вӗсем тискер йӑхсенчен тухнӑ ҫынсем лартса тултарнӑ хӳшӗ куписем мар; вӗсем пурте лайӑх хуласем пулаҫҫӗ, кашнийӗнчех портсем, банксем, доксем, чиркӳсем, музейсем, йывӑҫ-курӑк сачӗсем, ырӑлӑхлӑ обществӑсем, философи институчӗсем; масон ложисем, клубсем, юрлакансен обществисем, театрсем, ҫитменнине пӗтӗм тӗнчери выставкӑсен керменӗ те пур. Ҫав ҫамрӑк мар ҫын, хӑй калашле — ватӑ хусах, килсӗр-мӗнсӗр ҫын, палатӑна хӑй шӳт тунипе култарса пурӑнаканскер, — хӗрарӑма юратса пӑрахнӑ, — чарусӑр, ӑнран тухса каймалла юратнӑ, анчах унӑн юратӑвӗ ӑна нимӗнле шанчӑк та паман. Пролетариат вӑл — производство орудисемпе хатӗрӗсем капиталистсен аллинче тӑнӑ чухнехи тата капиталистсен класӗ пролетариата эксплуатациленӗ чухнехи хуҫалӑх системи вӑхӑтӗнче производство орудийӗсемпе хатӗрӗсемсӗр тӑратса хӑварнӑ клас пулса тӑрать. — Ах, ҫапла-ҫке, тӗрӗс, — терӗ Гаррис. — Эсӗ ухмаха ернӗ, Луиза! Эсӗ йӑлтах ӑсран тухнӑ! — Чи малтан, эпӗ яланах корректура вуласа вӑхӑта сая ямастӑп, иккӗмӗшӗнчен эсир ман пултарулӑх ҫинчен ытла ӳстерсе калатӑр: ман пултарулӑх эсир шухӑшланӑ пек ытлашши чаплах мар. Устинович, аллине пуҫ айне хурса, ҫемҫе курӑк ҫине выртрӗ. Алӑк хупӑнсан, Артур ҫӗре пӗшкӗнчӗ те, Джемма кӑкӑрӗ ҫинчен ӳкнӗ кипарис ҫеҫкине илчӗ. Вӑрмансемпе уй-хирсене тата шурлӑхсене ҫитсе кӗнӗ кӗрхи ҫанталӑк вӗсене, хӗрхенме пӗлмесӗр, ҫул ҫинче канма та памасӑр, ют ҫӗршывалла хӑвалать. Юлашки вӑхӑтсенче эпӗ хам та ку ӗҫ мана кирлӗ маррине туйма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. Бенедикт пичче ботаник пулнӑ пулсан, тӗрлӗ йышши хӑй пӗлмен ҫӗнӗ йывӑҫсене курнипе савӑнса киленетчӗ ӗнтӗ. — Темӗнле мортирнӑй батарейӑна офицерпе прислуга яма хушаҫҫӗ. Ман пур ахаль те мӗнпурӗ 4 офицер кӑна, прислуги те ҫителӗклӗ мар, — хӑй тӗллӗнех вӑрҫса илчӗ батарея командирӗ, — вӗсем пур, тата яма хушаҫҫӗ. Кӗрсе ларнӑ, анчах ҫапах та тултарайман ӑна, мӗншӗн тесен Фомапа Медынская хушшинчи хутшӑнӑвӑн характерӗ часах мӗнле пулмалла — ҫавӑн пек шалкамлӑн сыпӑнса кайнӑ. Пӗлтӗрхи хӗл вӗсем «ҫурмалла» арендӑна илнӗ ҫурта Воропаев январьте ӑна пӗтӗмпех пачӗ. — Кай… Устина тимлӗн итленӗ май, Давыдов хӑй ҫине хӑй тарӑхса кайрӗ. А эпӗ — акӑ! — Чылай пурӑнчӗ-и вӑл сирӗнпе пӗрле? — тесе ыйтрӑм эпӗ каллех. Луандӑра Ливингстон хӗрлӗ тӑмран тунӑ вунпилӗк-ҫирӗм фут ҫӳллӗш кӑткӑ йӑвисене курнӑ. — Ҫапла. Хуллен-хулленех вӗсем пӗр-пӗринпе хирӗҫекен виҫӗ ӑру пулса тӑчӗҫ. Хӑрушшӑн кӑшкӑрса, вӗсем пытанса ларнӑ ҫӗртен сике-сике тухрӗҫ те пӗр-пӗрне пырса тапӑнчӗҫ, тӑшмана пиншерӗн-пиншерӗн вӗлерсе скальпларӗҫ. Вӑл картузне тӑхӑнчӗ те, сасартӑк ҫав тери кичемленсе арӑмӗ ҫинчен шухӑшласа тухса кайрӗ. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗсем ҫывӑхӗнче тюленьсем питӗ йышлӑ, ҫавӑнпа вӗсене тытакансем пысӑк тупӑш илеҫҫӗ, мӗншӗн тесен тюлень тирӗсемпе ҫӑвӗ питӗ хаклӑ тӑраҫҫӗ. Юханшыв питӗ сарлака, темиҫе миля сарлакӑш пек туйӑнать. Полици, жандармсем, шпионсем — вӗсем пурте пирӗн тӑшмансем, анчах вӗсем пурте пирӗн пек ҫынсемех, вӗсен юнне те ҫавӑн пекех ӗҫеҫҫӗ, вӗсене те этем вырӑнне шутламаҫҫӗ. Ефим, ҫакна кура, чылаях шикленнӗ пулсан та, ҫапах хӑйне хӑй тивӗҫлӗн тытса:— Чӑнах та ӗнтӗ, эсир кунта, Фома Игнатьич, хуҫа пулатӑр та… анчах мана: астусах тӑр, Ефим, тесе хытарнӑ-ҫке… тата эп кунта — капитан… Шыв кайса ӑсас, ӗҫес килнӗ пек пулчӗ. Пулнӑ мӗн ҫынсем. Ҫав Тарасӗ-э? — Ҫавӑн пек пулса тухать те. Ку тӗрӗсех ӗнтӗ. Вӑл пиншакне хыврӗ те, ӑна урайне сарса, стена ҫумне тайӑнса ларчӗ, татах чикарккӑ чӗркеме пуҫларӗ. Нимӗн те мар. Конвент малалла кайнӑ. Ашшӗ енчен вӑл Дон казакӗ пулнӑ, халӗ ӗнтӗ — колхозник. Ыран кӑнтӑрлахи апат тӗлне таврӑнатӑп терӗ… Кирпӗчпе ҫапӗҫ те пуҫран — пӗтрӗм те вара. Сарӑ кӗркуннехи ҫутӑ кунсем, кичемрех ҫутӑ уйӑхлӑ каҫсемпе ылмашса, лӑпкӑн шуса пынӑ. «Эпе те ҫакӑнта выртнӑ пулӑттӑм!» шутларӗ те вӑл, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ каллех пурнӑҫа вӗҫсӗр юратнипе тулчӗ. — Вӑл ҫапла, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Ҫак ӗҫ пуличчен пӗр икӗ уйӑх ҫеҫ маларах, Оренбургран таврӑннӑ чухне вӑл хӑйӗн ҫамрӑк арӑмӗпе Иван Кузмич патне кӗнӗччӗ. Типшӗм те кашкӑрӑнни пек лапчӑк хырӑмлӑ Поликарп Михайлович ҫине пӑхса, вӑл мӑнаҫлӑн шухӑшланӑ: «Мӗнрен кая эп унтан? Ҫавӑ ҫав, эпӗ нумай каҫсем хушши ӗнтӗ, тӗлӗкре ӑшаланӑ сырпа ҫӑкӑр чӗллине куратӑп… Лавҫӑ лашисене чарчӗ. Лайӑх куратӑп эп ӗҫченсене — ну, мӗн вара? Ваттисем халь те «хушман» япалана ҫимеҫҫӗ-ха, анчах турӑ ылханнӑ сысна ашӗнчен тунӑ кӑлпассинех мӗн чухлӗ кӑна ача ҫимест! Врачсене ҫав тери юратмастӑп эпӗ. — Лампа ҫут, Гайнан, — хушрӗ вӑл тиншӗкне. Шурлӑхран тухакан икӗ пӗчӗк ҫырма лӑпкӑ кӳлӗ евӗрне килекен пролива юхса кӗреҫҫӗ. Ҫак ҫырмасен ҫумӗнчи ӳсен-тӑрансем темӗнле наркӑмӑшлӑ туйӑнакан ҫутӑ тӗспе тӗлӗнтереҫҫӗ. Мӗн кирлине, виҫӗ хут хаклӑ пулсан та, ил. Вӗсем, ҫапла калаҫса, станица патне ҫывхарнӑ ҫӗре пӗтӗмпех тӗттӗмленсе ҫитрӗ ӗнтӗ. Павлюкӑн алли маузер кобурӗ еннелле майӗпен шурӗ. — Мӗн тес, эпӗ сирӗн шухӑшпа килӗшетӗп. Ҫакнашкал япала вӗсен ӑс-хакӑлне те, вӗсене хӑйсене те питӗ кӳрентернӗ. Эпӗ пӗчченех ҫитетӗп. Хӑвӑра мӗнле туятӑр? — Пурне те касса вакла вӗсене! Ҫавӑнпа ӗнтӗ мӗнпур юмӑҫ телейсӗр. Мӗнле ӑнланмалла ӑна? Сывӑ мар-им вӗсем? Анчах ку ӗҫ манӑн кӑмӑла каймасть. Эпӗ тамӑкран та таврӑнса килӗп-ха. Ҫӑмартан хӑш пуҫне — пуклаккине е шӗвӗррине — ҫӗмӗрме майлӑ тесе шутласси вӑл — кашни ӗненекенӗн хӑйӗн ӗҫӗ. Сарӑ пурҫӑн абажурпа чатӑр евӗррӗн хупланӑ лампӑра ҫулӑм шартлата-шартлата та чашкӑра-чашкӑра ҫунни илтӗнсе тӑчӗ. Вӑл сире курайманни мӗн пирки пуҫланса кайнине эпӗ пӗлместӗп, анчах вӑл сире Блефуску императорӗн флотне хӑватлӑ ҫӗнтернӗренпе пушшех курайми пулчӗ. Эсир ҫак ҫӗнтерӳпе ун чапне хупласа илтӗр. Ҫынсем киленни ӑна хавхалантарчӗ, вӑл вара кушакла макӑрма хӑтланса пӑхрӗ, анчах макӑрни ун пекех лайӑх тухмарӗ, ҫавӑнпа та вӑл тепӗр хут путенелле пӗтӗлтетрӗ те, пурин ҫине те пӑхса илнӗ хыҫҫӑн, шӑпланчӗ. — Николай Петрович! эсир мӗн капла? — пӑшӑлтатса каларӗ те Феничка, ҫӗрелле пӑхрӗ, унтан куҫӗсене хуллен ҫӳлелле ҫӗклерӗ… Каҫӗ шӑпах, шухӑшлама чӑрмантармасть; вӗсене ҫывӑракансем ҫак сехетре вӑрӑм та хаваслӑ тӗлӗксем курнӑ пек, ҫывӑрманнисем вара ҫав тери вӑйлӑ ӗмӗтсемпе ҫунатланнӑ пек, ҫавӑнпа вӗсен шухӑшӗсене, кӗмӗл ҫутӑпа йӑл-тӑракан хура йывӑҫсене, ту тайлӑмӗн мӗлки ӑшӗнчен хӑйсене хирӗҫ пӗрин хыҫҫӑн тепри тухаканскерсене, сӗртӗннӗ пекех, алӑпа тӗкӗнме май килессӗн туйӑнчӗ. Мӗншӗн вӑл ун ҫине кураймасӑр ҫилленсе пӑхрӗ-ши? — Камсем вӗсем санӑн шухӑшупа, унта эп пӗлейместӗп ӗнтӗ, анчах, калас пулать, хӑйсен вырӑнне пит лайӑх пӗлеҫҫӗ вӗсем. — Чирленӗччӗ ҫав… вӗри чирпе. Ҫӗр ҫитмӗл ҫухрӑма кашни каҫ ҫӗр хута тата пӗлмен вырӑнсемпе ҫӗрле ҫӳреме епле йывӑррине пӗлетӗн-и? — Ҫирӗпрех тытса пыр. Ҫавӑ кирлӗ-им? Голуб полкне фронта чӗнсе илчӗҫ. «Вуласа парӑр эппин, Тарас Тихонович!» терӗ судья, секретарӗ еннелле ҫаврӑнса. Хасан кӳлли патӗнче хӗрлисем ҫӗнтернӗренпе ҫулталӑк ҫитнӗ ятпа поселокри комсомолецсем паркра чаплӑ карнавал туса ирттереҫҫӗ. Ҫав Федях мана сӗтпе хура ҫӑкӑр пырса пачӗ. Ҫав ҫулсенче паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн вӑл икӗ хутчен Хӗрлӗ Ялав орденӗ илнӗ. Каяс тет пулсан, кайтӑрах. 11-мӗшӗнче эпир Портланд сӑмсахне куртӑмӑр. Тымара касса татнӑпа пӗрех. — Кунтисем пек эпӗ пит лайӑх калаҫма пӗлетӗп. Ҫуркунне пулнӑ май, «Автоматчикӑн» ҫӗнӗ хӳре ӳссе тухрӗ, вӑл тата ытларах сиккелекен, ҫапӑҫакан пулса кайрӗ. — Пач урӑхла, эпӗ ӑна пӗтӗм кӑмӑлранах сирӗн ирӗкӗре пама хатӗр. Хӗрарӑм ун ҫине ҫуллӑ куҫӗсемпе пӑхсан вӑл хулпуҫҫисене хускатрӗ, мӑйне пӗкӗртрӗ те урӑх еннелле пӑхса, киревсӗр те нӗрсӗр сӑнлӑ, сурма-ӳсӗр ҫынсем хӗрарӑм ҫине, Дрёмоври обывательсем чиркӳ тӑрринчен ӳксе вилнӗ маляр ҫине пӑхнӑ пек, тӗлӗнерех, куҫӗсене чарса пӑхнине курчӗ. Чӑнкӑ ҫыранлӑ шыв хӗррисенче хӳшӗ тумалли ӳсентӑран темӗн чухлех ӳснӗ. Вӑт халӗ ӗнтӗ ӗҫсӗрех ҫӳрет… Шнурпа виҫсех тунӑ. Мӗн чухлӗ тӑпра чавса кӑларнӑ кунта! Кимме сулӑран кӑкартӑм та Джим сӑмси айнех пырса выртрӑм, юриех анасласа карӑннӑ пек тӑватӑп:— Эй, Джим, эпӗ ҫывӑрса кайнӑ-ҫке, — тетӗп. Алӑк патӗнче чарӑнсан, Дмитрий ман ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те пӗр секунд маларах урса кайнине, хаярлӑха кӑтартнӑ сӑнӗ ачалла йӑвашланса намӑсланнине, юратнине палӑртрӗ, ҫакна пула эпӗ ӑна хӗрхенме пуҫларӑм, манӑн пуҫа тепӗр еннелле тем пекех парас килчӗ пулин те, апла тума хаяймарӑм. Ҫук! — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл паттӑррӑн, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн: — Хӗрарӑм-им эпӗ! Анчах хӗрарӑмсене хӑрушлӑхран сыхласси ҫинчен шухӑшлама кирлӗ. Греченко! Манӑн ҫирӗм долларлӑх ылтӑн манитпа ытти укҫасем пурччӗ, анчах эпӗ вӗсене салатас темерӗм. Ӑҫтан пӗлес — укҫа кирек хӑҫан та кирлӗ пулӗ, килтен ҫав тери аякра, ют ҫынсем хушшинче пурӑнатӑп-ҫке. Калаҫӑва тӗп ыйтуран пуҫласа яма хӑяймасӑр, Артамонов халӑх мӗн тери хӑвӑрт пӑсӑлса пыни ҫинчен, халӑх хӑйӗн кахаллӑхӗпе, ӗҫсе супнипе, алхаснипе тарӑхтарни ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. Тусанлӑ ҫул ҫинче кустӑрмасем айне пулса ваннӑ ҫупкамсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, анчах кашниех хӑй савӑннине астӑвать, пурте пӗр-пӗрне экзамен параҫҫӗ темелле, — ҫивӗч пулас та ывӑнма пӗлес мар енӗпе экзамен параҫҫӗ темелле. — Акӑ мӗн тума, — терӗ вӑл, нихӑҫан та хӑйӗнчен аялта тӑракан ҫынсен сӑмахӗ май пыман тата вӗсем умӗнче хӑйне хӑй ирӗклӗн тытнӑ пулин те, часах хӑйне шанма тата хӑйпе интереслентерме пултарнӑ Базаров: — эпӗ шапа ӑшне касса уҫатӑп та, унӑн ӑшӗнче мӗн пуррине пӑхатӑп; эпир те санпа иксӗмӗр ҫав шапасем пекех, анчах урасем ҫинче утнипе кӑна уйрӑм тӑратпӑр, ҫакна туса эпӗ хамӑр ӑшра мӗн пуррине те пӗлме пултаратӑп. Е ман куҫ умӗнче шпалерӑн тем вӑрӑмӑш та пит йӑлтӑркка тӑрӑхӗсем ухмахлантарса ярас пекех хӑвӑрттӑн мӗлтлетеҫҫӗ, эпӗ вара вӗсем ҫинче тӗрӗ вырӑнне этем кӗлеткисен ярӑмне — вӑхӑт-вӑхӑтӑн хитре, ырӑ та кулаканскерсене, вӑхӑт-вӑхӑтӑн сӑн-питне пӗркелентерсе илемсӗрлетекенскерсене, чӗлхисене тӑса-тӑса кӑтартакансене, шӑлӗсене йӗрнисемпе тем пысӑкӑш куҫ шуррисене ҫавӑркалаканскерсене — тӗлӗнсе каймалла уҫӑмлӑн куратӑп. Маттур вӑл, ӗҫе пултаракан ҫын, вӑкӑр, ӑслӑ пуҫ! Хумханнипе, хӑнӑхманнипе, вӑл урине кабинӑна яраймарӗ, ҫавӑнпа та ун ҫине пӑхса тӑнӑ ҫӳхе питлӗ, салхурах сӑнлӑ, питех те ҫамрӑках мар техник ун пирки: «Ӳсӗр ку, йытӑ», тесе шухӑшларӗ. Вырӑна! — Кам ку? — ыйтрӗ хуҫа. Вӑрӑ-хурахсем, пирӗн ҫине урнӑ пек пӑхса, шӑтӑкран тухма пуҫларӗҫ. Вӗсен санпа ӗҫ ҫук, сан та вӗсемпе ӗҫ ҫук. — Эпир — социалистсем. Павел Петровича хирӗҫ тӑнӑ Базаров, сӗтел хӗррине ларчӗ те, аллисене хӗреслетрӗ. Пулать мыскара! Вӗсем вутне нихӑҫан та сӳнтермен. — Мӗн эсӗ вара? — хӑраса кайсах каланӑ йӗкӗт. Унтан, вӗриленсе, васкаса, темӗнле сӑмахсем кала пуҫланӑ. Негоро ӑна хӑйне ҫеҫ кураймасть тесе шут турӗ ҫамрӑк. Петр ӑна усӑсӑр аппаланнине ӗнентерме пултарайман, анчах, ӗнентерме тӑрӑшса, ун ҫинчен:— Аслашшӗн кӑмӑлӗ, — тесе шухӑшланӑ. Ирхине кивӗ баракри кухньӑра чей ӗҫеҫҫӗ те каллех ҫул тӗми патне каяҫҫӗ. Тӗнчере ҫакӑн чухлӗ пурӑнса та кунашкаллине курман! Ой, тухрӗ, тухрӗ тӗрӗк ҫарӗ,Хура пӗлӗт тейӗн… Вӑл питӗ сӳпӗлти хӗрарӑм, — ҫук! Ҫил ӑна ҫурӑмран ҫапать, шинелне парӑс пек вӗрсе карӑнтарса, чӑнкӑ ҫыраналла тӗкет. Сирена каллех пӗтӗм чуна ҫӳҫентермелле уласа янине илтсен, Лозневой ачалла йынӑшса илчӗ те, тӑнне ҫухатса, хӑйӗн окопӗнче лӑпчӑнса ларчӗ. — Кӗрӗпӗр, аннемҫӗм, чӑнах та, — терӗ те Базаров, вӑйсӑрлансах кайнӑ карчӑка пӳрте ҫавӑтса кӗчӗ. Дунечка ырӑ, лайӑх хӗр тата ҫамрӑках та мар ӗнтӗ; ачамсем, эсир ӑна юратасса эпӗ шанса тӑратӑп, вӑл сире чунтан юратса пӑрахма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ, вӑл лайӑхскер. Ҫак ҫырӑва вуланӑ чухне Санинӑн мӗнле туйӑмсем пулнине ҫырса кӑтартмастпӑр. Эпир хамӑр шухӑшсене хӳтӗлерӗмӗр, анчах конференци йышӑннине пӑхӑнас пулать. Староверов ун ҫине ырласа пӑхса илчӗ. Ҫав вӑхӑтра пӗр офицер, пӳлӗм кӗтессинче лараканскер, ура ҫине тӑчӗ те, сӗтел патне васкамасӑр пырса, пурин ҫине те лӑпкӑн та савӑнӑҫлӑн пӑхса илчӗ. Эпир хулана таврӑнатпӑр. Унӑн малти икӗ ури ҫук, мӗншӗн тесен, Геркулес эрешмене тытнӑ чух вӗсене асӑрхамасӑр татса пӑрахнӑ. Пӗчӗк тӗттӗм чӑланра пытанса, вӑл ял пурнӑҫӗн тахҫан авал пулкаланӑ сценине пит мерттесленсе пӑхма тытӑнчӗ. Темиҫе минутран кухня алӑкӗ вӑраххӑн уҫӑлчӗ те, Рыбин кӗрсе тӑчӗ. Тӑр, шуйттан! Ара, сирӗнешкелсем вунӑ пин ҫын пулсан та, чӑн-чӑн арҫын кӑнтӑр ҫутинче хӑрамасть сирӗнтен — эсир хыҫалтан вӑрттӑн пырса тапӑнмасан, паллах. Ӑна питӗ аван пулчӗ. Ҫутҫанталӑк ӑна мана илӗртнӗ пек мар, пачах урӑхла илӗртет: вӑл ӑна илемӗ енчен мар, кӑсӑклӑхӗ енчен интереслентерет; Чӑнах вӗлертӗм-ши эпӗ ӑна? — терӗ Исидора, хӑй лашине пӑртак каярах чакарса. Пӳрте вӑл ывӑлӗн фотографине йӑтса кӗчӗ, ӑна чӳрече янаххи ҫине лартрӗ те, пуҫ тайса, ҫуртӑн стенисене хисеп турӗ. Паллах, ырра мар. — Мӗншӗн апла? — тесе ыйтрӑм эпӗ, хам кӑмӑлсӑррине пытарма тӑрӑшса. Саншӑн, Ҫеменшӗн чун ыратать Пирӗн патри ҫынсем ҫинчен пӗлӗҫ те вӗсене тытса кайӗҫ — сире те хӑвармӗҫ. Пурте килӗшрӗҫ. «Пӗтет-ҫке капла манӑн тусӑм!» — тесе шухӑшласа илтӗм хайхискер. — А эсир ӗҫетӗр-и, Осип Игнатьич? — илтӗнчӗ каллех палаткӑри сасӑ, кӑна вӑл ҫывӑракан комиссионера каларӗ пулас. — Атьӑр пӑхар, эпир ӑна тупатпӑр та-и тен. Вӑл ҫав тери ӳсӗрччӗ, ҫавӑнпа вӑрахчен чарӑнса тӑра-тӑра калаҫрӗ. Ҫутҫанталӑк ирхи уҫӑ сывлӑшпа сывлать. — Турӑ пулӑштӑр, — тесе хучӗ хӗрарӑм сасартӑк ырӑ кӑмӑлпа. Кирек мӗнле пулсан та, Бенедикт пиччепе Жозе-Антониу Алвишӑн факторийӗ тӑрӑх ҫӳреме чармарӗҫ. Лава виҫкӗтеслӗ шлепке тӑхӑннӑ салтаксем хураллаҫҫӗ. Эх, часрах ҫавӑнта, ҫав шурлӑхсен хушшине каясчӗ! Ан тив, вӑл шурлӑхсене лётчиксем ялан нӳрлӗх сарса тӑнӑшӑн, ҫӗрӗ путса тӑнӑшӑн, унта пӗрмай вӑрӑмтунасем нӑйлатнӑшӑн вӑрҫнӑ пултӑр! Хӑп ман ҫумран! — Эпӗ-и? Юн ҫителӗклӗ пулмарӗ-и-мӗн? Кӗтмен ҫӗртенех, тӗрӗс уҫкӑч тупӑнсан, мӗн пӳлӗ-ха вара? Пӗр сӑмахпа каласан, тӗнче ытла ирсӗр… Ку хӗл Корнакова княгиня патӗнче вечер пулчӗ. — Апла эпир тавлашмарӑмӑр, калаҫса татӑлтӑмӑр курӑнать? Нимӗн те илтеймерӗр эсир манран… — тесе хунӑ. Наташа тухса кайсан, вӑл хӑйӗн вӗҫӗмсӗр юррине кичеммӗн шӑхӑрма тытӑнчӗ, урисемпе кӑштӑртаттарса, нумайччен пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрерӗ. Халл капитан ҫакна пӗлет. Унтан путать… Пурнӑҫ вӑл ҫапла, тӑванӑм, хӑш-пӗр вилӗм — вилекеншӗн уяв, хӑш-пӗри тата — пуриншӗн те ырлӑх! Терраса патне хӑвӑрттӑн пычӗ те, пуҫне тайса, вӑл ҫапла каларӗ: — Сывӑ-и, господа; чей ӗҫме кая юлнӑшӑн каҫарӑр, халех таврӑнатӑп; ҫак тыткӑнрисене кӑна вырнаҫтарса хурам. Унтан карап патне чупса пычӗ те чукмарпа ҫапса металл ҫуната хуҫрӗ, мачтӑна аркатрӗ, пичке тейӗн — бортран хаплаттарчӗ. — Ну-ну, пур чиркӳсенче те! Крыльца умӗнче йӗнерленӗ лашасем тӑраҫҫӗ. Вӗсем вут сыпписене шпал вырӑнне хураҫҫӗ, — тесе канаш пачӗ станцин начальникӗ кондукторсене. Пурте чӗнмесӗр ларчӗҫ, анчах унӑн тӗрмерисене тартма май пурри ҫинчен ҫав тери итлес килчӗ. — Анчах майор ахальтен ҫапла каламӗччӗ. — Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл туйса илме пултарать — вӑл тавҫӑракан ҫын. Тӗтӗмлӗ пушар сарӑлсах пырать. Хӑйӗн ырӑ кӑмӑлне, чипер ҫи-пуҫне, хӑюллӑхне, чаплӑ та вӑйлӑ тӑванӗсене тата уйрӑмах телейне пула, Иван Иваныч князь иртнӗ ӗмӗрӗн вӗҫӗнче ҫамрӑклах питӗ пысӑк вырӑнти ҫын пулса тӑрать. — Левко! Ҫакна ҫеҫ калатӑп: сире ман пирки намӑс курмалла пулмасть. — Эсир тата? — ыйтрӗ унтан Катя хӑй черечӗпе. Вырт, пӗчӗк улпут, ҫывӑр… Ҫав вӑхӑтрах эпир пит хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса пыратпӑр. Утасса хуллен ҫеҫ утать. Калаҫасса та хытӑ калаҫмасть. Куҫӗ умӗнче иртекен пустав ҫинче вӑл хӑйӗн малашнехи пурнӑҫне илемлӗ чечек ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ: ӗҫленӗ ҫӗрте вӑл темӗнле тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ пек, халиччен пулман машинӑсем шухӑшласа кӑларнӑ пек, заводра пысӑк чапа тухнӑ пек туйнӑ хӑйне, вара ҫав хӗре ыталаса илсе ӑна ҫамкинчен ҫепӗҫ кӑна чуптуса илессӗн туйӑннӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ эпе пирвайхи ҫулсене лайӑх астунинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Рыбин ун ҫине пӑхса илчӗ те лӑпкӑн каларӗ: — Тытаҫҫӗ те — кӑларса яраҫҫӗ. Унӑн пӗртен-пӗр тӗрек — тӗпсӗр тинӗс, океан тӑрса юлнӑ. Океан ун енче. Вӗсем ниме те кирлӗ мар, ӑна ытлашши асап кӳреҫҫӗ ҫеҫ. — Кирлӗ мар ун пек тума, чунӑм! — терӗ амӑшӗ, унпа юнашар утса. Унӑн йӑлтӑркка ҫӑмлӑ шурӑ аллисем ҫӗкленчӗҫ те каллех чӗркуҫҫи ҫине шаплатса ӳкрӗҫ. Курӑпӑр-ха, кам пулӗ санӑн хӳтлевҫӳ? Вӑхӑтран кая юлнӑ вӗсем, идейӑсем ӳссе пыни мӗне пӗлтерессе те пӗлмен те, сисмен те. Вӑл Алексейӑн сылтӑм татӑк урине протезӑн ҫӑмлӑ та ҫемҫе шӑтӑкне чикрӗ те, урана ҫирӗплетмелли чӗнсемпе яваласа туртса лартрӗ. — Пӗлетӗп. — Мӗн ҫинчен калатӑн эсӗ? — тесе ыйтнӑ ҫамрӑк креолка, хӑй шухӑшласа ларнӑ ҫӗртен тӑна кӗнӗ пек пулса. Ыйт: мӑнастирьсем курнӑ-и? Тӗреклӗ, мӑн сухаллӑ старик Сусловпа пулӑҫӑ Изот пырса тӑчӗҫ, ҫапла вара пӗр вунӑ ҫын пухӑнчӗ. Кашкӑрсемпе тытӑҫса кӗрмешнӗ чухне, юрать-ха, ҫулпа иртсе ҫӳрен ҫын курӑнмарӗ. Исидора ку таранччен прерисенче куҫса ҫӳрекен хӗрлӗ ӳтлӗ ҫынсемпе хирӗҫ пуласран питех хӑраман. Ҫур сехетрен Анна Сергеевна Василий Ивановичпа пӗрле кабинета кӗчӗ. — Мӗнле калас… — аптрарӗ Ҫӑрттан мучи, — Тен, эп саншӑн ҫав тери тунсӑхласа ҫитнӗ, Макарушка. — Тӗттӗмрех пӑшӑлтатса лараҫҫӗ. — Хӑвӑн пиччуна е шӑллуна вӗлерес пулсан, савӑннӑ пулӑттӑн-и эсӗ? Аркадий мучийӗ патне пычӗ те хӑйӗн пичӗ ҫумне каллех унӑн тутлӑ шӑршӑллӑ мӑйӑхӗ сӗртӗннине туйса илчӗ. Ҫак сӑнсем ҫине сӑнарах пӑхсассӑн унта хӑйӗн Мускаври пӗлӗшӗсем курӑнаҫҫӗ. Пӗлетӗп-ҫке: Томас Сойер. Мӗн пирки сутӑ тумаҫҫӗ? Океан та ҫавӑн пек вӗҫӗ-хӗррисӗр тем талккӑш сарӑлса выртнӑн туйӑнмасть. Ҫавсене вӗсем карапран антарса темиҫе кун хушши шывра ислетнӗ, унтан турам-турамӑн каснӑ та, пӗҫерсе чӑмламасӑрах ҫӑта-ҫӑта янӑ: чӑмламашкӑн май та ҫук-ҫке. Сехӗрленнӗ. Степан ҫӗр хӳме тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Ӑнланатӑн-и? Ҫапла тумалла: пӗрисем пурӑнаҫҫӗ те вилеҫҫӗ, вӗсен хаярлӑхӗ те, вӗсен пӗтӗм ухмахлӑхӗ те вӗсемпе пӗрлех вилет. Вӑл, французла-классикла образовани илнӗ пулин те (халӗ ӗнтӗ ун пек вӗреннисен тӗслӗхӗсем питӗ сахалланса юлчӗҫ), ансат калаҫать, ҫак ансатлӑх вара вӑл хӑшпӗр япаласене пӗлменнине пытарса хӑварать, унӑн калаҫӑвне, сӑпайлӑх кӳрсе, итлеме юрӑхлӑ тӑвать. Ҫырма тӗпнелле чуптарса антӑм. Пуринчен малтан эпӗ сире ак ҫак кресло ҫине лартасшӑн, мана эсир выртма ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ ҫакӑнта вырнаҫӑп. Кун пек меллӗрех пулӗ. Ҫак йывӑр шӑмшаклӑ, хӑйкӑлтатакан саслӑ, ялан шавлӑн ятлаҫакан ҫынна лӑпкӑ пулни пӗртте килӗшмерӗ. Шывне вӑл кула-кула, витререн тӑтӑш уйрӑла-уйрӑла, ҫавна май Кирюхӑна темле шӳтлӗ япала ҫинчен каласа парса ӗҫрӗ, унтан ҫаврӑнчӗ те пӗтӗм ҫеҫенхир илтмелле хыттӑн пӗр пилӗк аван мар сӑмах каласа хучӗ. Унтан адвокат пӗчӗк старик еннелле ҫаврӑнчӗ:— Сире тата сирӗн шӑллӑра пӗр-ик йӗрке ҫырса хӑвӑрӑн хушаматӑрсене ҫырса алӑ пусма ыйтатӑп, — терӗ. Хамӑрӑннисем-и, нимӗҫсем-и? — ирӗксӗрех кулса, пӑшӑлтатрӗ Алексей. Унта та кунта чӑтлӑхсем хушшинче ҫӳллӗ хытӑ курӑклӑ сарлака уҫланкӑсем тӗл пулаҫҫӗ. — Мӗнле, кинеми, ӗҫ пуҫтартӑр-и? — тет вӑл. Ну, чей ярса парӑр эппин мана; мӗнле пурӑнни ҫинчен каласа кӑтартӑр. — Эпӗ Айртона канлӗ пурӑнӑҫ пама пултӑм, эпӗ хам сӑмаха тӗрӗс тытатӑп. Унсӑрӑн малтанхи ҫулсенче, кивӗ режим чухнехи пекех, налогне тӳле, пурӑн хӑв пӗлнӗ пек. РКП мӗн тума тата? Мӗн тейӗн эс, Базуняк? «Санин! — кӑшкӑрать вӑл! — ку вӗт Бюргер Ленорӗ пекех! Вӗсем шӑпланса ларчӗҫ. Ун пек вӑхӑт Мускав университетӗнче пулнӑ теҫҫӗ! — Ан ҫыпҫӑн, макӑрмастӑп! — пӳлсе хучӗ ӑна амӑшӗ. — Дöнгоф ӑна Джемма упӑшкин, Иеремии Слоком г-н адресне пачӗ, — М. r. J. Slocum, New — Yоrк, Вrodway, № 501. Куҫӗсене майӗпен уҫса ҫеҫ вӑл кун ҫутине хӑнӑхрӗ, вара тинех йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Путексене тепӗр енне каҫарса яраҫҫӗ, вӗсем макӑрнине илтсе амӑшӗсем шырасса шанаҫҫӗ. Ҫук ҫав, икӗ хӑлхунта та мӑнкун чанӗсем кӗрлӗҫ!» тет. Сывлӑша юрӑ сасси мар, ӳпкевпе вӗресе тухнӑ куҫҫуль — этем чӗрин куҫҫулӗ нӳрлӗн тултарса тӑнӑ; кӗрешсе тинки тухнӑ чун-чӗре пӑшӑрханни, нушан тимӗр аллипе ҫӗмӗрӗлнӗ этемӗн суранӗсем хаяррӑн ыратни — пурте ҫаксем юррӑн ахаль те тӳрккес сӑмахӗсене хывӑннӑ; вӗсем, тӳсме ҫук хурлӑхлӑ сасӑсем пулса, ҫӳле те пушӑ инҫете, чӗнсе те чӗнмен пӗлӗтелле юхса хӑпарнӑ. — Кам кулать!? Мӗншӗн? Санин «Полозов князь» салонӗнче ларнине Марья Николаевна питӗ лайӑх пӗлнӗ; кун пирки Санин пӗр ҫекунд та иккӗленмен, тӗрӗссипе, пӗтӗм ӗҫ те Марья Николаевна хӑйӗн ҫӳҫне кӑтартасшӑн ҫуннинче пулнӑ: ҫӳҫӗсем ун, чӑнах та, илемлӗ вара. Зал пуш-пушӑпа пӗрех; унта-кунта выртакан темиҫе пукан, сӗтел — пӗр кӗтесӗнче сирсе пӑрахнӑ ҫӑмламас ейме, апат-ҫимӗҫӗн ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ юлашкисем, стена ҫумӗнче лутра темиҫе диван, чул урайӗнче — консерв шӑвӑҫ банкисем, ҫӗмрӗк кӗленче савӑтсем, тӗлӗнмеллерех темӗнле ӗлкеллӗ, алӑк тӗлӗнче тӑракан машина е вӑрҫӑ хатӗрӗ — дисксемпе, шариксемпе тата металл тетелпе. — Мӗн тата сана? Вӑл аллаппине лампа труби ҫине тытать те вӗрет — акӑ ҫутӑ та сӳнчӗ! Халь ӗнтӗ кирлӗ маррисем пурте тухӑр кунтан! — Мӗн каламалли пур, Николай Еремеич, — тесе калаҫма тытӑнчӗ Куприян: — акӑ, эсӗ пирӗн аслӑ конторщик, тӗрӗс вӑл; ун ҫинчен нимӗн калаҫмалли те ҫук; эсир хӑвӑр та курайманлӑхра пурӑннӑ вӗт, хресчен ҫуртӗнче те пурӑнса курнӑ вӗт. Тепрехинче ман валашкари шыва виҫӗ кунтанах улӑштарса тӑракан пӗр тарҫи витрери шыва янӑ чух валашкана пысӑк шапа кайнине асӑрхаман. Пире вӗсем фургонран аяккарах ярасшӑн. Шӑна пӗр вунӑ-ҫирӗм хут унталла-кунталла пӑркаланса ҫаврӑнкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн сӑмса кӑкне ҫитрӗ. Хӑйне ҫапла тараватлӑн кӗтсе илни Давыдова сыхлӑ пулма хушрӗ, вӑл вара сиввӗнрех сывлӑх сунчӗ те, сӗтел патне пырса ларчӗ, йӗри-тавра васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ. Мӗнле вара… Нагульнов тарӑхса кайрӗ: — Йӑлӑхтарчӗ! Ҫынсем ӑна ҫурӑмран тӗртнӗ, хӗстернӗ, ун ҫине пыра-пыра йӑтӑннӑ — ҫакӑ кӑмӑла тата ытларах ҫӗтӗхтернӗ. Эпӗ ҫак инкекрен ҫӑлӑнма манӑн шанчӑк сахалли ҫинчен, кунта хамӑн кун-ҫулам хӗн тӳссе татӑласси ҫинчен шутларӑм. Килӗшӳсӗр, ҫул хӗрринех туса лартнӑ, стенисем хӑпӑнса пӗтнӗ сӗвеленчӗк ҫурт хыҫӗнче икӗ урам пӗрлешеҫҫӗ. Пысӑк кӗперӗн кӗлетки хыҫӗнчен шыва хирӗҫ буксир парохочӗ, хӑйӗн урапи ҫуначӗсемпе аран-аран шӑпӑлтаттарса, хӑй хыҫҫӑн икӗ пысӑк хырӑмлӑ баржа туртса хӑпарать. Андрей Деренков мана ним пытармасӑрах хӑйӗн суту-илӗвӗн пысӑк мар тупӑшӗсем пӗтӗмӗшпех «халӑх телейӗ — чӑн малтан» текен сӑмахсене ӗненекен ҫынсене пулӑшма кайни ҫинчен каласа пачӗ. Оперов та ман пекех шутларӗ пулас, пуринчен кайра тӑчӗ; анчах вӑл Зухина тата ыттисене саламланӑ чухне яланхи пекех сӑмахӗсене тата-тата каланӑ сасӑ пире йӑлтах лӑплантарчӗ. Вара эпир хыпалансах мала тухрӑмӑр та, эпӗ хамӑн алла парасшӑн пултӑм, Оперов хӑйӗн хӑма таткине тӑсрӗ, анчах Семенов хӑйӗн хура та пысӑк аллине пиртен малтан тӑсса пачӗ, ҫакӑнпа пире ӑна хамӑртан ҫӳле хурассине аван мар туйӑмӗнчен хӑтарчӗ. Вӑл яланхи пекех ирӗксӗртереххӗн, лӑпкӑн калаҫать: — Сывлӑх сунатӑп, Зухин. Кунта кӗнӗшӗн тавтапуҫ. Э, господинсем, ларсамӑр. — Ҫук, кукка, эпӗ ун пек каламастӑп, анчах ҫавӑн пеккисем пулкаланине эпӗ пӗлсе таратӑп. — Эсӗ аҫуна питӗ юрататӑн-и, Роберт? Ольга ӗнтӗ нумайранпа Илья ҫинчен каласа кӑтартман, анчах ҫӗнӗ Петр Артамонов, кӳреннӗ ҫын, хӑйӗн аслӑ ывӑлӗ ҫинчен ытларах та ытларах аса илнӗ. Ӑшши ҫаплах сахалланса пырать. Гуров — сӑвӑр вӑл: «Эпӗ, — тет, — экскурси туса илетӗп, халиччен ниҫта та тухса курман». — Ҫавӑншӑн айӑпа кӗтӗм пулать-и эп санӑн умӑнта? — Ӑҫта вара вӗсем? Вӗлереҫҫӗ! Давыдов Титока сулахай алӑ сыппинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ, ҫапах та, сылтӑм аллипе ӑна пуҫран ҫапма ӗлкӗрчӗ. Хӑвӑрах шутлӑр-ха ӗнтӗ, мӗн каламаллаччӗ ман ӑна хирӗҫ?.. Кун каҫиччен ӑҫта-ӑҫта ҫӳренисене аса иле пуҫларӑм… Джино Бризигеллӑна кайрӗ ӗнтӗ, хӑш-пӗр плансем пирӗн ӗлӗкех пурччӗ. Мускавпа Мускав ҫывӑхӗнчи хуласенче арестленӗ тӑхӑр ҫын хушшинче Деникин ҫарӗнче чапа тухнӑ казаксен генерал-лейтенанчӗ те пулнӑ. Унӑн чун-чӗри халь ӗнтӗ хӑй вырӑнне ларчӗ пулмалла. Карчӑк хайхи, эпир калаҫнине итлесе, мӑкӑртатма та пуҫларӗ: «Мӗн ҫав мӗскӗн ҫинчен шухӑшласа кӑларатӑр? Ют ача, тумӗ ҫинчен тусанне силлесе, макӑрнипе нӑшлата-нӑшлата, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӑпе каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, пуҫне сулласа аяккалла танккарӗ. «Тепӗр чухне сана ярса илсессӗн тата хытӑрах кӑтартӑп-ха», — тесе, Тома юнарӗ вӑл. Балти морякӗ! — Мӗнле ҫын вара вӑл Пугачев? — тесе ыйтнӑ комендантша. Эпӗ кӑнтӑрлахи кӗлӗрен килетӗп… — Йӑлтах уйӑрнӑччӗ, вӑл ҫумӗнче таччӑнах выртать пулин те. Кирлех пулсан, эпӗ луччӑ пӑшал тытатӑп та — шат та шат! ун кӳпчекӗпеле пуҫсенчен. Вӑл ҫухалсан, мана тӗнчепе ҫыхӑнтарса тӑракан чӗрӗ ҫипсенчен пӗри татӑлса каять, аса илсе пурӑнасси юлать, анчах — вӑл пӗтӗмпех хам ӑшра, ӗмӗрлӗхех картласа хунӑскер улшӑнманскер пулса юлать. Чун пирки — чӑнлӑха! — Килӗре кайӑр, мсье Вольдемар, ҫи-пуҫӑра тасатӑр, анчах ман хыҫҫӑн пыма ан хӑйӑр, унсӑрӑн эпӗ ҫилленетӗп, вара тек нихҫан та… Февраль… — «Ҫук». — Мӗнех вара? — ҫилӗллӗн пӳлчӗ ӑна Юргин. Пӗлетӗр — суйни пысӑк ҫылӑх! Марья Николаевна, Ласунская графиня патӗнчен таврӑнсан, вӗсем ҫак ҫылӑхсӑр ӗҫпе ларнине курчӗ. Ҫук, вӑл паман! Мӗн сӗтӗрӗнсе ҫӳретӗн? вай — вай — «вай, аван мар… Вӑл пенӗ пӑшал сасси кӗрлени чарӑнса та ҫитеймерӗ, пур енчен те пирӗн ҫине вӗҫе-вӗҫӗн харӑслатса пеме тытӑнчӗҫ. Хӗрӗ ҫӑраҫҫи тата графин илчӗ те Ванюшпа пӗрле пӳртрен тухрӗ. Тӑватӑ ҫул каярах, налуксемпе хӗсме пуҫласан, вӑл лӑпланчӗ, пӗр ҫӑмхана пуҫтарӑнчӗ, сиксе ӳкес ҫӗлен пек, халӗ колхозсем пулмасан тата налуксем пӗчӗкрех пулсан — Яков Лукич хӑйне кӑтартнӑ пулӗччӗ, кӗтсех тӑр! — Кунта икӗ ыйту: пӗри — пахчасем тӗлӗшпе ытлашши хӑтланни, тепри — кӑтартуллӑ колхоз тӑвас шухӑш. Ку ӗнтӗ, ман шутпа, тӗрӗс идея. — Эсӗ вӗсемпе ҫапӑҫас тетӗн-им? — Унӑн юлташӗсем ҫинчен калаҫмалли те ҫук, — терӗ Риккардо, — Ривареса пурте, Мураторирен пуҫласа, тусем ҫинче пурӑнакан чи тӗттӗм ҫынсем таранах, ҫав тери хытӑ юратнӑ. Кам телефонпа санпа калаҫасшӑн пулчӗ? Тепӗр тесен, эпир курӑпӑр: ку секрета тупатӑп-тупатӑпах, ҫав вӑрттӑн ӗҫе тупса пӗличчен эпӗ апат та ҫимӗп, выртса та ҫывӑрмӑп, — терӗ. Мана пӗр палламан хулӑнламас хӗр, сарӑ ҫиптунисене пуҫне ҫавӑрса ҫыхнӑскер, алӑк уҫса кӗртрӗ. Тӑваттӑмӗш кунӗнче, ирхине Касса-дель-Корвӑна Зеб Стумп пырсан, Луиза пит хӗпӗртесе кайнӑ. Киле таврӑннӑ чух пӑшала персе пӑхрӑм, виҫӗ патрон пӗтертӗм. Пурӗпӗр кунтан-кун выҫӑллӑ-тутӑллӑ пурӑнатӑн. Анчах Дик Сэнд халь кун пек тӑвас темерӗ: ҫанталӑк начарланас пек туйӑнмасть. — Хӗрӗхрен иртнӗ, — тепӗр хут каларӗ Зинаида, ун ҫине хӑвӑрт пӑхса илсе. Унта эпӗ чӑн-чӑн тамӑка лекрӗм, ку вара мана пупсем калакан тамӑка ӗненес чиртен сыватрӗ. — А мӗн вара хӗр? Вӑл хушнӑ тӑрӑх унӑн ученикӗсем рамӑн икӗ енӗпе те туса тухнӑ тимӗр авӑрсенчен ярса тытрӗҫ те, сасартӑк ҫаврӑнса тӑрса ҫавӑрса лартрӗҫ. Патак таткисем пурте тепӗр май ҫавӑрӑнса выртрӗҫ, сӑмах йӗркисем те веҫех улшӑнса кайрӗҫ. Ҫакӑн ҫӳллӗшӗнчи ҫӗрсем ҫумӑр мӗн иккенне пӗлмеҫҫӗ, шыв пӗрчисем юрпа пӑр пӗрчисем пулса анчах анаҫҫӗ. Сасӑ тахҫанах лӑпланнӑ, вӗсем ҫаплипех, ҫӗр ҫумне ҫыпӑҫнӑ пек, пӗр хускалмасӑр тӑраҫҫӗ, малалла нимӗн чӗнмесӗр пӑхаҫҫӗ. Мӗн компанийӗ ҫак эпир саншӑн? Полковник, тӗкӗр ҫине пӑхса, мундирне тӳрлетрӗ, унтан тӳп-тӳрӗ утса, хӑнасене йышӑнакан пӳлӗме тухрӗ. Монтанелли, тарӑн шухӑша кайнӑскер, чӳречерен пӑхса тата кресло хыҫне пӳрнисемпе шаккакаласа, полковнике кӗтсе тӑрать. Ҫак хушӑра сасартӑк аппӑшӗпе шӑлнӗне инҫетре такамӑн хӗн-хурлӑ сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Алӑксем уҫахчӗ. — Тытса пӑх-ха! Тӑма аллупа тыт-ха, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна, Синопа вара ӑна итленӗ. Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ. Ӗҫсем йӑлт манӑҫа тухрӗҫ. Томӑн шӑллӗ Сид (тӑван шӑллех мар, аҫаҫурин ывӑлӗ) хӑйне хушнӑ ӗҫе туса та ҫитернӗччӗ ӗнтӗ (ӑна турпаспа ҫункав пуҫтарма хушнӑ-мӗн), мӗншӗн тесен вӑл итлекен, йӑваш лча, нихӑҫан та ашкӑнмасть, аслисене кӳрентермест. Ку плакатсене дивизи политотделӗнче ӗҫлекенсем ҫӗрле ҫыпӑҫтарса тухнӑ. Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. Вӑл туса ирттерекен чаплӑ балсемпе праҫниксем часах ӑна патша умӗнче паллӑ ҫын туса хураҫҫӗ. Эпӗ икӗ пистолетне те авӑрланӑччӗ; сирӗн пистолетӑртан пуля тухса ӳкнӗ пулин ҫеҫ… Карл Иваныч аллине хӑй тунӑ коробкӑна тытнӑ, Володя аллинче — ӳкерчӗк, ман алӑра — сӑвӑ; харпӑр хӑй парнине панӑ чух саламласа каламалли сӑмахсем пурин те чӗлхе вӗҫӗнчех тӑраҫҫӗ. — Нервсем ашкӑнаҫҫӗ… Авалхилле шлейфлӑ хура пальто тӑхӑннӑ Бубенчиковсем те, манашкӑ пекскерсем те, унтахчӗ. — Амӑшӗпе ывӑлӗ юнашар пыни пит те лайӑх вӑл, — ун пекки сайра пулать! Эпӗ миллион патак та турӑм пулӗ, мӗншӗн тесен мана хамӑн учитель, ҫав патаксем «попиндикулярно» пулмасан, малалла кайма юрамасть, тет. Анчах унӑн та, кунӑн та ыйхӑ килмерӗ. Ҫав хушӑра вӑхӑт пайтах иртрӗ, каҫ та пулчӗ, урамра сасӑ-чӗвӗ те лӑпланчӗ; пичче, хӑйӗн задачи ҫинче лараканскер, нимӗн те курмарӗ, алӑка уҫса пӑхнӑ Мартӑна асӑрхаймарӗ; вӑл нимӗн те илтмерӗ, хӑйӗн шанӑҫлӑ тарҫи:— Господин, паян каҫхи апат тума шутлатӑр-и? — тесе ыйтнине те илтмерӗ. Ку этемӗн шӑм-шакки ҫеҫ мар, кунта ҫӗрсе саланайман ӳчӗ те пур. Трактире пырса кӗрсен вара хуҫалла кӑшкӑратчӗҫ: — Эй, полковник! — Кӗрӗшсе тупатпӑр! — хӗрсе кайса каларӗ Фратю. Аялта, тинӗс хӗрринчи кӑвакарчӑн йӑви пек шурӑ ҫуртӑн чӳречисем хаклӑ, йӑлтӑркка чул пекех ҫунса тӑраҫҫӗ. — Пуринчен ытла, Максимыч, ырӑ кӑмӑллӑ, ачаш пулни кирлӗ! Ҫав вӑрттӑн канашлу ҫинчен вӑл нимӗн пӗлмене те хывӗ-ха, пӗлнине кӑтартмӗ-ха. Лешӗ трап ҫинчен анчӗ те, чарӑнса тӑрса, мӗн пулса иртнине пӑхма пуҫларӗ. — Айӑпланакан ҫын хӑй сӑмахне малалла калатӑр. Базальт сирпӗнсе тухса пӗтсен, вулкан темӗн чухлӗ лава пӗрӗхтерсе кӑларнӑ, ҫав лава шӗвекӗсем пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне выртнӑ тӗмескесем вулкан тӑвӗн айккисенче ҫын пуҫӗ ҫинчи ҫӳҫсем пекех курӑнса тӑраҫҫӗ. Марко паян ҫавӑнта пыраканнисенчен чи малтанхи пулчӗ. Пирӗншӗн те уяв пулӗ, юлташсем, ҫав пытанса пурӑнакан ҫӗленсене ҫеҫ ан итлӗр! Лиза; хӗрача, кӗнеке вулать, няня сӗтел патӗнче пӗчӗк ачапа ларать, темле хупкӑча ҫавӑркалать. Матроссем, кас-кас ҫӗкленсе килекен ҫилсемпе кӗрешсе, ҫиле хирӗҫ лартнӑ паруссене, ӑна рейӑ патне линькӑсемпе аран-аран турткаласа илсе, тӑвӑрлатрӗҫ. Кайма хатӗрленсе, Бояркин йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. — Виҫӗ ачапа! А эпӗ вӑт сапла. Шыв шӑмпӑртатнине илтсен, чӑнкӑ ҫыр ҫинче тӑракан Матвей Юргин хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ, каллех кӑшкӑрчӗ: — Андрей, эсӗ-и? Вӑл ҫапла каланинчен эпӗ шӑлтах тӗлӗнсе кайрӑм, ӑна хирӗҫ нимӗн те калама пултараймарӑм. — Мыскара? Лашасем е чарӑнса тӑчӗҫ ӗнтӗ, е хуллен, илтӗнмелле мар уттарса пыраҫҫӗ пулӗ. Талькав вара васкаса ӗҫмест, пӗчӗккӗн кӑна, Патагони ҫыннисем калашле, «лассо пек вӑрӑм» ҫӑтӑмсем туса ӗҫет. Вӗсене ват карчӑксем хупӑрласа илчӗҫ те, аллисемпе юнаса, темӗскер кӑшкӑраҫҫӗ. Ӗлӗкхи ҫынсем ҫак энергипе питӗ сахал усӑ курнӑ: пӗчӗкрех юханшывсем ҫине шыв арманӗсем лартнӑ, шыв тӑрӑх сулӑсем юхтарнӑ. Пирӗн вӑхӑтра юханшывсене кирлӗ пек ӗҫлеттерме вӗренсе ҫитрӗҫ ӗнтӗ. Вӗсем ҫумӑртан пӗртте хӳтӗленмесӗр, йӗпе курӑк ҫийӗпе юнашар утса килчӗҫ. — Мӗн тӑвас тен, турӑ ирӗкӗ, — терӗ Петровна. — Кам ку?.. — Tirvaffep, — тет проводник. Воропаев пулманни ӑна савӑнтарчӗ. Шуйттан патӗнче те пулин вырӑн тупса пар!» — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӑм. — Кампа килнине пӗлместӗп… темле квартальнӑйпа. Анчах пурте калаҫҫӗ, хамӑр ҫынсем, теҫҫӗ. Мана та ҫителӗклех асаплантарчӗ… Анчах ӗмӗтленнӗ ӗмӗтсем чӑн пурӑнаҫран нумай аякра тӑраҫҫӗ пек туйӑнать мана. — Анне, мана тӗрткелеҫҫӗ! — ӳпкелешрӗ кӗрен пурҫӑн кӗпе тӑхӑннӑ ҫап-ҫаврака Яков. Искусствӑсен аслӑ произведенийӗсем, Атлантида пек ҫухалнӑ ӗмӗрсен палӑкӗсем пулса, музейсенче упранаҫҫӗ. Гайнанӗ хӑй, уншӑн кравать вырӑнне шутланакан виҫ хӑма ҫине туркӑлла вырнаҫнӑскер, каллӗ-маллӗ сулкаланса, темӗскер тӑсмаккӑн та пӗр евӗррӗн нӑйласа мӑкӑртатать. Вӑл ун кӑмӑлне каять. — Манман вӗт-ха! Ҫавӑнпа эпӗ кӗскен кӑна:— Эпӗ ҫулҫӳревсем ҫинчен вулама юрататӑн, — тесе хутӑм. Лашуна памастӑп. Ҫеҫен хирти хура ӑмӑрт кайӑк — вил тӑпри тӗммисен хуҫи — сивӗ тӳпере пӗр-пӗччен, патша пек мӑнаҫлӑн ярӑнса ҫӳрет, ҫаврӑна-ҫаврӑна вӗҫнӗ май палӑри-палӑрми анса пырать. — Джо, эсӗ — ангел, турӑшӑн та. Анчах, ҫак кансӗрлекен япаласемсӗр пуҫне, шыв кӑткӑ йӑвин пӗрре виҫҫӗмӗш пайне пӗчӗклетрӗ, шалти сывлӑша стенана шӑтарса ҫеҫ ҫӗнетме пулать. Правительство хӑйӗн чиновникӗсем тӑшманӗсене ҫемҫен тыткаласран хӑрать-и? Ҫул ҫинче картӑ пирки тавлашу пуҫланчӗ. — Мӗн шутламалли унта? Фоман шухӑшӗ ҫапла пулнӑ-мӗн: — сирӗн ҫинчен пӗтӗмӗшпех пӗлетӗп! — тесенех, хӗрарӑм шартах сиксе ӳкӗ те, вӑтанса, именсе, халиччен унпала ахаль ҫеҫ вылянӑшӑн каҫару ыйтӗ. Итле эппин: леш лутри алӑкран мар, ак ҫапла, эпӗ сан пата шакканӑ пек, чӳречерен шаккарӗ. Политика ҫинчен-и унта, хуҫалӑх ҫинчен-и, ыйтатӑп та, вӑл: «Сан ӗҫ мар вӑл, старик», — тесе ҫеҫ лаплаттарса хурать. — Эсир мана хӑвӑр калавӑрпа ҫав териех интереслентертӗр, — терӗ вӑл. Эсӗ нумай пурӑннинчен ҫынсене лайӑххисӗр пуҫне урӑх ним те пулмасть, ҫакна эпӗ сана тӗрӗс калатӑп! Ҫак каҫхинех Шепетовкӑра Васили пупа, унӑн хӗрӗсене тата вӗсен пӗтӗм шайкине тытса хупаҫҫӗ. — Пӑсмӗччӗ… Ҫак самантра ӑна машини ҫав тери паха, вӑйлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ, хӑйне парӑннӑ чӗрчун пек туйӑнчӗ, ӑна пӑрахни уншӑн калама ҫук ирсӗр ӗҫ туни пулӗччӗ. Ҫакна эпир хӑҫан та пулин асӑрхатпӑрах, ҫапла-а… Итле-ха, Сашка, сирӗн пек ҫӳрекен хӗрсем ҫинчен: укҫаран тӑранмаҫҫӗ, вӑрӑ, тесе калаҫаҫҫӗ… Эх, ку Ази ӑшӑма кӗрсе ларчӗ те! — Хушӑр, хушӑр, — хатӗррӗн сӑмах хушрӗ Бат. Эпир Снеффельс ту айккипе хӑпарма пуҫларӑмӑр. Ӗлӗк рабочисен ачисене казакпа хӑратнӑ. Алӑксем еннелле ыткӑннӑ марсиансем чакса тӑчӗҫ, сапаланаҫҫӗ. Лукашка ӑна лашана утӑ патне тӑратмаллине тата йӗнерне хывмалла маррине паллӑсем туса ӑнлантарчӗ. Чӗлхесӗрри мӑкӑлтатрӗ, лаша ҫине кӑтӑртса, тутисене чаплаттарчӗ те ӑна сӑмсинчен чуптуса илчӗ. Реакци хаҫачӗсемпе тинӗс ӗҫ министерстви экспедицие хирӗҫ епле элек сарни ҫинчен Николай Антоныч вара ытла кӳренсе ҫырать. Пӗр хӗлте ун айӗнче икӗ ут ӳксе вилчӗ. — Эпӗ, полковник господин. Астӑватӑп-ха, вӑл ман пиччепе Володьӑпа театр тата ҫанталӑк ҫинчен калаҫни мана шалтах тӗлӗнтернӗччӗ. Эппин, эпир сирӗн аннӗрпе икӗ сыпӑк урлӑ… ҫук… виҫӗ сыпӑк урлӑ хурӑнташлӑччӗ, ийя, ҫапла. Ҫурӑмӗпе ун еннелле тӑрса, пӗр хускалмасӑр, хохол тӗлӗнмелле те кулӑшла мӗкӗрсе ячӗ: — У-у-у! — Унталла, Мускав еннелле. «Эпӗ болгар, мана вырӑссен юратӑвӗ кирлӗ мар…» — терӗ вӑл. Ҫак сӑмахра вӑл хӑй пит ырӑ кӑмӑллине, хӗрхенекен чӗреллине пурне те кӑтартма тӑрӑшать. Вӑл кӑшкӑрса ячӗ, тайӑлса кайрӗ, Базаров тытман пулсан, кайса та ӳкнӗ пулӗччӗ. Часах Клавдия Михайловна чупса пычӗ, — унӑн пичӗ лутӑрканнӑ тӗслӗ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ сапаланса кайнӑ. — Мӗнле-ха капла, командир. Сирӗнпе калаҫса ларма питӗ хавас, атту мана кичем пулма пуҫларӗ. Сирӗн тусӑрсем ахалех вӑхӑта сая яраҫҫӗ. Анчах, вӗсен пуҫне нимӗнле лайӑх шухӑш та пырса кӗреймен курӑнать. Ӗҫме-ҫимесем пирӗн питӗ сахал, хамӑр пата пулӑшу ҫитиччен чылай малтанах эпир выҫӑ вилме пултарнӑ. — Эсир хӑвӑра хисеплесех каймастӑр! — терӗ вӑл мана ӗнер. — Ну, ак ҫапла ӗнтӗ, Гемфри Дэви Гамбург урлӑ иртсе кайнӑ май ман патӑма кӗрсен, эпир унпа нумайччен калаҫрӑмӑр; сӑмах майӑн эпир Ҫӗр варри шӗвек япалапа тулса тӑрать текен гипотеза ҫинчен те калаҫрӑмӑр: эпир иксӗмӗр те ун чухне Ҫӗр варри шӗвӗ пуласси ҫинчен шухӑшламалли те ҫук, терӗмӗр, мӗншӗн тесен кунта уйрӑм сӑлтав пур, ун пирки нихӑҫан та наука хӑйӗн ответне тупса парайман. — Нумайччен пурӑнатӑн-и вара вӗсем патӗнче? Павелӑн вӗсемпе ҫыхланма вӑхӑт пулмарӗ. Чӗререн парӑнса, хӑйӗн пӗтӗм хуйхине манса вуланӑ май вӑл Наталья хӑш вӑхӑтра пырса кӗнине те сисмерӗ, — унӑн хыҫӗнче сасартӑк Наталья сасси хуллен пӑшӑлтатни илтӗнчӗ. Часах эпӗ вӑл ссылкӑран, Якут облаҫӗнчен тавӑрӑннине пӗлтӗм, унта вӑл вунӑ ҫул пурӑннӑ. — Этемӗн хӑйне хӑй сыхлас пулать, ӗҫ патне мӗнле ҫулпа пымаллине ҫирӗп пӗлес пулать… — Лар, — терӗ шӑл витӗр Базаров. Ку эскадрӑри экипажсем (вӗсен пӗр пайӗ республикӑлла Испани ҫийӗнчех хӑрушла ашкӑнса ҫӳренӗ) пит те пӗлсе, хаяррӑн ҫапӑҫнӑ, чи хӑрушӑ тӑшман вырӑнӗнче шутланнӑ… — Мӗнле юлташа — эсӗ апат пирки-и? Эсӗ куҫна ҫыхнӑ пек ҫӳретӗн! Ҫӗрле сулхӑн пулсан та, шкулта тӳсме ҫук пӑчӑ. Коридорпа классене сӗтел ҫинчи темиҫе лампа тӗксӗммӗн ҫутатать, вӗсене пула шкулта пушшех те пӑчӑрах пек туйӑнать. — Зиночка, пурте ҫавӑн пек вӗсем… хальхи кавалерсем, — элекҫӗ-инке сассипе мӑкӑртатса илчӗ Бурназян. Николай Петрович хуллен те ӑшшӑн кулса илчӗ. Корчагин кӑкарнӑ лашине салтса илчӗ те, чӗркуҫҫи ыратнипе тутине ҫыртса, йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ. Эпир никама та усал туман вӗт! — Ох, сиснӗччӗ! Чунра — вут ҫунать… унта намӑслӑх… Паллӑсем пурте ырӑ мара ҫеҫ пӗлтереҫҫӗ имӗш, ҫавӑнпа эпӗ Джимран телее систерекен паллӑсем пур-и тесе ыйтрӑм. Ҫак иртнӗ ҫӗре Андрей ӗмӗрлӗхех астуса юлчӗ.. Анчах чӑмӑртанӑ алӑра тин ҫеҫ темскер пулнӑ пекех туйӑнса тӑрать. — Эпӗ, вӑл политикӑллӑ общество иккенне, вӑл Марсель хулинче хаҫат кӑларнине, Австри ҫарӗсене ҫӗршывран хӑваласа кӑларма халӑха восстание хатӗрлес тесе ҫав хаҫата Италире сарнине пӗлетӗп. Ҫӑра ҫулҫӑ витӗр хӗвел курӑнать, кунта ытларах ҫӳллӗ йывӑҫсем ӳснӗ пирки вӗсен айӗнче питӗ тӗттӗм. Унтан тухса тарнӑ Агеевна каласа панӑ тӑрӑх, шӑнса хытнӑ нимӗҫсем чи малтан эрех кӗленчисемпе тӗрлӗрен консервӑ банкисем кӑлара-кӑлара лартнӑ-мӗн, унтан вара, хӑйсен ирсӗр чӗлхипе таттисӗр пакӑлтатса, ҫул ҫинчен килнӗ май, ӗҫме-ҫиме тытӑннӑ. Ҫӑра туратсем, йӑвӑ та тӗксӗм чӗнтӗрсем пек, чӳречесене хупласа тӑнӑ, хӗвел ҫути ҫак чаршав витӗр пӗчӗк пӳлӗмсене, тӗрлӗ мебель тата пысӑк арчасем лартса тултарнӑскерсене, аран ҫеҫ пайӑркаланса кӗнӗ, ҫавӑнпа та пӳлӗмсенче яланах ҫурма тӗксӗмлӗх салхулланса тӑнӑ. Йӑрӑм-йӑрӑм халатлӑ мӑнтӑркка марсиан, ҫурт пӑхса тӑруҫи, вӗткеленет, пакӑлтатать, алӑкран алӑка кӗре-кӗре тухать, пуҫ купташкине хура хӗрлӗ тутӑрпа шӑла-шӑла илет, вӑхӑт-вӑхӑтӑн чулланса хытса тӑрать те хӑнасене склерозлӑ куҫӗсемпе чармакланса тӗсет, — пӳрнисемпе вӑрттӑн мӑйракалатать, кӗскен — чикӗленсе сыхланать. «Турӑ пулӑшнипе инҫе ҫула», — тесе юрласа ячӗ те вӑл… чарӑнчӗ. Мачча ҫинчен — савӑтран тейӗн — искусствӑлла сенкертерех ҫутӑ юхать. Ҫапах та вӑл пин утӑм турӗ-турех. Ӳкӗнӗҫӳ пулмӗ, — терӗ Цанко кулкаласа. Килнӗ хӑнана вӑл тепӗр пӳлӗмелле ирттерчӗ. Мӗн, пирӗн государство ҫук-им? Малалла мӗн пуласси курӑнӗ унта». Аннӳ санран пӗр япала кӑна ыйтать, — калатчӗ вӑл мана, — лайӑхрах вӗрен, яланах тӳрӗ кӑмӑллӑ пул, вара турӑ пӑрахмӗ сана! Вулкан тӑвӗн айкки пит чӑнкӑ анать, эпир кӗлпе тулнӑ тарӑн ҫырмасем тӑрӑх, вут ҫӗленсем пек чашкӑрса авкаланса юхакан лава вырӑнӗсенчен пӑрӑна-пӑрӑна иртсе пытӑмӑр. Огняновран ачана илсе ӑна хӑй йӗпе кӑкӑрӗ ҫумне тытрӗ те хӑй ачине тепӗр аллипе тытса малалла утрӗ. Ниҫта та кайман эпӗ. Эсир хӑвӑрӑн ҫапӑҫӑва пуҫласа яриччен пирӗн тухса кайма кирлӗ. Промышленниксен хушамачӗсене вара ӑҫтан вӑл асӑнтӑр! Арҫына хӗрсем патне ҫӳреме юрать-и вара… Яков хӑйӗнни ҫинчен шухӑшласа, унӑн сӑмахӗсене итлеме пӑрахрӗ. Манӑн ешӗл тусене, шыв юхӑмӗсене, самӑр чӗр чунсене, улӑпсене курас килет… Вӗсем, чӗрне вӗҫҫӗн утса стенари ҫапса лартнӑ хӑмана ҫӗмӗрсе кӑларнӑ шӑтӑк патне ҫитсе, ун витӗр тухрӗҫ те сывпуллашма пуҫларӗҫ. Ӑна гварди майорӗ, Совет Союзӗн Геройӗ Федотов ертсе пымалла пулнӑ, полкра вӑл, командир хыҫҫӑн, чи опытлӑ лётчик шутланнӑ. Пирӗн хуҫа хамӑр патра Луизианӑра тунӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсенчен кая мар ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвать. Тархасшӑн, малалла калӑр, — тенӗ. — Унӑн хушамачӗ Половцев, ячӗ — Александр Анисимович. Лашасем ҫинчен сӑмах хускатрӗҫ те, Печорин Казбич лашине мухтама тытӑнчӗ: вӑл ҫав тери ҫивӗч те, хитре те, хир качаки пекех, тет, — ӗнтӗ, ун сӑмахӗпе калас пулсан, ҫавӑн пек лаша пӗтӗм тӗнчипе те урӑх ҫук, темелле. Тата мӗншӗн-ха вӑл Монтанеллие хытӑ ҫилленнӗ. — Халӗ ӗнтӗ эсӗ пире Иван Витальевич Лихопа мӗн пулса иртнине каласа пар. Чӑн та, кусем пирӗнне вӑрланин тата эсӗ ӑна панин ҫур хакне те тӑмаҫҫӗ пулин те, пырӗ ӗнтӗ; усал йыттӑн пӗр паярка ҫӑмӗпе те пулин усси пултӑр хӑть, — терӗ старик. Памалли укҫана тӳлесе татман ҫынна сӑнчӑрпа тупӑ ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ. Вӑл вара унта кам та пулин унӑн парӑмне уншӑн тӳлесе татичченех ларать. — Аван япала! — терӗ Пантелей. Вӑл мана вилӗмсӗр пек туйӑнатчӗ, вӑл ватӑлма тата улшӑнма пултарать тесе шутлама хӗнччӗ. Ун патне кайса килме кӑна хатӗрленнӗ пулнӑ, кӗтмен ҫӗртен лешӗ хӑй пырса кӗнӗ. — Ахӑртнех, парне пысӑк пулать ӗнтӗ ӑна? — терӗ казачка. Ӑна хай вырӑнне хунӑ чух простыня уҫӑлса кайрӗ те, Мересьев носилка ҫинче выртакан ҫын Кукушкин иккенне палласа илчӗ, асапланнипе, унӑн сӑнӗ илемсӗрленсе кайнӑ. Коридорта айккинчи алӑксенчен пӗри кӑштах уҫӑ. Хӗрлӗ Тӑрна вигвам варнеллех иртнӗ те икӗ старикпе юнашар ларнӑ, Синопӑн юлташӗсем хӗсӗнсе ӑна валли вырӑн туса панӑ. Эпӗ вара, эсир мӗн хушатӑр-ши тесе, ҫав тери васкаса килтӗм. Ирхи апата мӗн хатӗрлеме хушатӑр? Кӗнекемре эпӗ нимӗҫ раси ытти мӗнпур расӑсенчен, уйрӑммӑн илсен, славянсенчен малта тӑнине ҫав тери ӗненмелле те витӗмлӗн кӑтартса паратӑп. Славянсене ҫутҫанталӑк ҫапла туса янӑ: вӗсенчен пӗр пайӗ ҫитес вӑхӑтрах хӑй тӗллӗнех вилсе пӗтме тивӗҫ, тепӗр пайӗ — пирӗншӗн чура пулса тӑрӗ… Вал малтанах палӑртса хунӑ ҫулпа, карта ҫумӗпе, ферма еннелле кайрӗ. Унта хӑйне ытлах хӑрамалла маррине шанчӗ пулас. — Ун пирки уйрӑм сӑлтавсем пур! — тавӑрчӗ лешӗ, пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе. Хисеплӗ те ырӑ ҫынсен пӗчӗк пайӗ ҫеҫ ку ӗҫ ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑхрӗҫ. Ҫак ӗҫе пӗтерсенех, эпир ӑна шыратпӑр-ха. Ӑна вилӗм тутантарса пӑхатпӑр, вӑл вара лайӑх калаҫма тытӑнӗ. Вӑл, хӑйне хӑлхинчен туртса, шухӑшласа тӑчӗ, ывӑлӗ хӑй пекех ача ухмахла сӳпӗлтетнине ӗненменни, ҫавна пула вӑл ашшӗне лӑплантарасшӑн пулни аван-и е япӑх-и? Вӑл ывӑлне мӗн тата мӗнле каламаллине пӗлмесӗр тӑчӗ, унӑн Ильяна пачах та хӗнес килмерӗ. Ирхи ҫил вӑшӑрхаса, чул ҫинче шӑтса ӳснӗ курӑк тунисене силлентерет. Туйи унӑн алли ҫинче, чавса тӗлӗнче ҫакӑнса пычӗ, ӑна вӑл тӗл пулакан шӑна кӑмписене ҫапма е хӗрлӗрех тӑрӑллӑ курӑксене ҫапса хуҫма ҫеҫ тыткаларӗ. Ҫавӑнпа вӗсене ҫапса вӗлерсенех туземецсем мӗнпур ушкӑнӗпе — ҫулпуҫсемпе стариксем те, салтаксемпе хӗрарӑмсем те, ачасемпе жрецсем те — тискер кайӑксем евӗрлех чурасен ӑшӑ виллисене туртса таткаларӗҫ. — Тен, ун пек Городцова тулӑ ӳсекен ҫеҫенхирлӗ районсене куҫармалла? — сӗнчӗ сасартӑк Сталин. Синопӑн ҫӗнӗ пиҫиххине шӑрҫасемпе илемлетнӗ, пиҫиххирен ҫӗҫӗ чикнӗ енӗ ҫакнӑ. Ӑҫта кайса кӗчӗ-ха Америка ҫӗрӗ? Ыйхӑ та килмест. Семён тата нумайччен тимлӗн итлесе выртрӗ. — Сехет чӗрӗ пекех ӳсӗркелесе хӑй сассине уҫӗ те каллех тиклетме пуҫлӗ, тесе кӗтсе выртрӗ вӑл. Решеткеллӗ пӗчӗк, ҫӳллӗ чӳрече. Ich sprang ins Wasser, kletterte auf die andere Seile und machte mich aus dem Staube. Эпӗ ҫӗрӗпех ҫулпа чупрӑм, анчах тул ҫутӑлсан, хама палласран хӑраса, ҫӳлӗ ыраш ӑшне пытантӑм. Унта эпӗ чӗркуҫлентӗм те алӑсене хуҫлатса кӑкӑр умне тытрӑм, хама ҫӑлнӑшӑн атте турра тав турӑм, вара канлӗн ҫывӑрма выртрӑм. Пирӗн пуҫ тулли шухӑш, алӑ тулли ӗҫ, теҫҫӗ; ҫапла ертсе пыракан юлташсем, эсир пире те савӑнтарӑр, йӑпатӑр, вӗрентӗр. Ҫав нумай ҫулсем хушши Марья Васильевна мӗнле пуранса ирттерни те манӑн куҫ умне тухса тӑчӗ. Урра! — Ҫав вӑхӑтрах мӑнкӑмӑллӑ вӗсем, — терӗ майор. Аннӳ ҫинчен пӗрре те шухӑшламастӑн! Эпӗ пур, хам ывӑлӑмӑн ачисене пӑхма тивӗ-ха, тесе ӗмӗтленеттӗм. Вӑл капитан патне, хуҫи шӑхӑрса чӗнсе илнӗ йытӑ пек, чупса пычӗ. Кубла километр мӗн иккенне пӗлетӗн-и эсӗ? Унта эсир икӗ ҫӳллӗ карта хушшине пырса лекӗр. Эленпа Мак-Набс ахалех ӑна лӑпланма ыйтаҫҫӗ, чӑтӑмлӑрах пулма ӳкӗтлеҫҫӗ. Наталья, пуҫне аллисемпе ярса тытса, енчен енне сулкаланса йынӑшрӗ: — Мӗн тери ҫылӑх ку! Оленин ӗнтӗ, унпа тӗл пулмассерен, кашнинчех ӑна сывлӑх сунать. — Ҫапла, савнӑ чунӑм, — терӗ вӑл, вӑрахчен ним чӗнмесӗр ман ҫине ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран шӑтарасла пӑхнӑ хыҫҫӑн; ҫав хушӑра эпӗ ниҫта пӑхма та аптрарӑм, аллӑмсем валли те вырӑн тупаймарӑм, — ак мӗн калама пулать: эсир эпӗ юратнине питӗ хаклатӑр, мана ытла та савӑнтаратӑр. Эпир пур, виҫӗ ухмах, тӑрӑшрӑмӑр. — Ай! — каялла чакса илчӗ Марийка. Ҫынни ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, анчах ҫара уран, пиҫҫиххийӗ те, пилотки те ҫук. Ҫыран хӗрринелле темле ӑшӑ, ырӑ сӑмахсем кӑшкӑрса ярас килет — ҫыран хӗрринелле те баржа ҫинелле кӑшкӑрса ярас килет. Вӑл республика ҫарне ертсе пырать; вӑл хӑйӗн пиччӗшне тытса чарма пултарчӗ. — Каҫару ыйтатӑп та-ха, вӗсем мӗн пирки убыткӑна кӗрсе ӳкрӗҫ, тата мӗншӗн совет влаҫӗшӗн сиенлӗ пулса тӑчӗҫ? Пӗлӗт иртенпех тап-таса. — Калӑр-ха, тархасшӑн, ҫав ҫынсемпе епле ӗҫлеме пултаратӑр-ха эсир? Вӑхӑчӗ иртнӗҫем иртет, чурисем сахалтан сахал юлса пыраҫҫӗ. Вӑл эпир тӗттӗм ҫӗрте мачча хӑмисене хӑпартнӑ чух питҫӑмартине шӑйӑрса янӑ-мӗн, халӗ ӗнтӗ самантсерен юнне аллипе шӑла-шӑла илет. — Ну, паллах ӗнтӗ, эсир кирек хӑҫан та хирӗҫме юрататӑр. — Эсӗ ан ҫилен, — терӗ юлашкинчен Дегтярев, кӑмӑллӑн. — Пире пурпӗрех чул кирлӗ: герб тума та, хурлӑхлӑ сӑмахсем ҫырма та, пӗр чулпах эпир икӗ мулкач тытатпӑр. Лайӑхрах тивертес тесе, Паганель пӗҫҫисене чарса пӑрахрӗ те вучах ҫине тӑчӗ, унтан вӑл темиҫе хутчен хӑвӑрт кукленсе илсе хӑйӗн пончо аркисемпе вутта вӗртерсе тивертрӗ. Акӑ мӗн ҫырать вӑл сан ҫинчен: «Воропаев ӑҫтине пӗлетӗр-и эсир? Архирей патне каятӑп! Вӑл ҫамрӑк чухне капитан чинӗпе тӑнӑ, штатски ӗҫре те ӗҫлекеленӗ, ҫынсене вӑрҫма, ҫаптарма лайӑх пӗлнӗ, вӗҫкӗн те айван ҫын пулнӑ; анчах ватӑлса ҫитнӗ май унӑн ҫак ытла та палӑрса тӑракан уйрӑмлӑхӗсем пӗр ҫӗре хутшӑнса темле уйӑрса илмелле мар тӗксӗм кӑмӑл пулса юлнӑ. — А эпӗ? — тесе ыйтрӗ Паганель. Кӗнеке ҫав тери илемлӗ, ҫавӑнпа та Рене-Жан ун ҫине, тен, ытлашшипех интересленсе пӑхрӗ пулас. Ҫӳлте, сӑрт ҫинче, кичеммӗн йытӑ ӳлет, эпӗ тӗлӗкри пек шухӑшлатӑп: — Сан пеккисен, тата сан пек, мӗн тума пурӑнмалла-ха? Топтало та, Павел та лашине чарма пултараймарӗҫ, вӗсем тӳрех вилӗм патне — пулемёт ҫине сирпӗнчӗҫ. Хӗр хӑйӗн туйӑмӗсене уҫса параймасӑр ҫапла куҫпа тав туса пӑхса илнине Андрий мӗнпур сӑмахсенчен лайӑхрах ӑнланчӗ. Эпир ун пек тӑвасшӑн мар, нумай илтрӗм эпӗ кирлӗ-кирлӗ мара. Пакӑлтатӑр хӑвӑр сывлӑхӑршӑн, анчах ун пек пулмасть! Мӗн-мӗн ҫинчен. каласа параймарӑм-ха тата эпӗ сана? — Хӑнкӑрмаллӑ ҫӗлене, ара. Кама каланӑ-ха эп ун пек? — Рак тытатӑн-и? Пӗррехинче Марья Васильевна ӑна: «Ман сана курас килмест», тенӗ. Ҫакӑн пек меценатсем, паллах ӗнтӗ, халь ҫук, пирӗн вунтӑххӑрмӗш ӗмӗр тахҫанах хӑйӗн миллионӗсене хут ҫине ҫырса хунӑ цифрӑсемпе кӑна киленекен кичем сӑн-питлӗ банкир евӗр пулса тӑнӑ. Вӑл пӗртен пӗр сӑнаса тӑма та кӗтме пултарать. — Хӑҫан та пулин пырса кайӑр, иҫмасса, — терӗ, вӑл тепӗр самантран. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнакан пӗр тӗлӗнмелле пӗчӗк кайӑка аса илчӗ. Вӑл каҫса кайса кулнӑннах туйӑнать, ӑна «туи» теҫҫӗ. Кулнӑ пек юрланӑран ӑна натуралистсем шӑлйӗрен теҫҫӗ. Хӑй вӑл смала евӗрлӗ хуп-хураскер, монах евӗрлӗ пурӑннӑран ӑна монах та теҫҫӗ. — Шыв ҫитейменни… Яра-кун кунӗпех ҫыртӑм ӑна эпӗ, ун пек ӗҫленӗ чух тӗрлӗ йывӑр шухӑшсем аптӑратаймаҫҫӗ. «Ах, улпут, ҫылӑх пулать сана ҫапла калаҫнӑшӑн: пирӗн улпут хӗрӗ ҫав тери шурӑ сӑнлӑ тата лайӑх тумланса ҫӳрет. Вӗлерӳн хӑрушӑ вӑрттӑнлӑхӗ Тома канӑҫ памарӗ. Ҫамрӑк йӗкӗте ку ытлах хӑрушӑ пек туйӑнмарӗ: ахаль самолётсем кӑна, хамӑрӑн пулмалла, тесе шухӑшларӗ вӑл. Вӑл кӑшт ҫеҫ чӗтренсе илчӗ те пуҫне пӑркаларӗ. — Турра шӗкӗр, ывӑлӑм, эпӗ каллех эсӗ вилнӗ пуль тесе шутланӑччӗ. Бобров, Кононов тата темиҫе ҫын, — Яков Маякин малта пынӑ, — темӗн ҫинчен шӑппӑн калаҫкаласа, рубкӑна кайнӑ. Ҫав каҫ ӑна тӗнче ҫав тери тӗксӗм туйӑнчӗ. Том шӑпланчӗ, анчах ыттисем мӑкӑртатма ҫаплипех чарӑнмарӗҫ. Маякин ҫӳҫенсе кайнӑ. Король престолне йышӑнса тӑнипе Муани-Лунга хӑйне ҫӳлтен аннӑ тесе ӗнентернӗ. Хӑйне пӑхӑнакансенчен хӑшӗ те пулин ҫакӑн пирки иккӗленме хӑять пулсан, ҫак шухӑша тӗрӗслеме ӑна самантрах леш тӗнчене ӑсатнӑ пулӗччӗ. Вӑл шӑла Глюмдалькличӑн шӑл ыратнипе асапланакан пӗр лакейӗнне ӗҫе хӑнӑхса ҫитмен хирург асӑрхамасӑр йӑнӑш туртса кӑларнӑччӗ. — Э, эсир аппӑр патне каясшӑнччӗ ҫав, — терӗ Илинька, ман ҫине пӑхмасӑр йӑл кулса, — ман хамӑн та ӗҫ пур-ха. Йӑлтӑрти хӗвел ҫуттинче ҫӗр ҫинчен курӑнман ҫапӑҫу пырать, анчах вӑл Алексейшӑн халӗ пӗрре те сывлӑшри пек хӑрушшӑн туйӑнмасть, — нимӗнех те мар, интереслӗ те мар пек курӑнать, ҫавӑнпа та лётчик ӑна ним пӑлханмасӑр сӑнаса выртать. Ҫунакан ҫулҫӑсене ҫил тата-тата илет; пӗтӗм вӑрман тӑрӑх вӗсем вут кайӑк пек вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Вӑкӑр пырши! — Давыдовӑн мӑйӗ хӗрелсе кайрӗ, ҫамки ҫинчи юн тымарӗсем карӑнма пуҫларӗҫ. — Пурте, дозорнӑйсемсӗр пуҫне, — терӗҫ ӑна хирӗҫ. Мана яланхи пекех ҫул ҫинче ҫӳремелли ещӗкпе илсе кайрӗҫ. Вӑл ещӗк ҫӳреме пит канлӗ, вуник фут сарлакӑш пӳлӗмччӗ. «Эх, ҫутӑ тинӗс, мӗн пирки ятлаҫнӑ-ха вӗсем?» шухӑшларӗ вӑл, хӑрса кайнӑ хӑяр йӑранӗсем урлӑ утнӑ хушӑра. — Пит пысӑк ӗмӗтпе пурӑнакан ҫынччӗ! — Каласам мана, кам эсӗ? — аптӑравлӑн ыйтать хӗр ерипен. Тахҫан, тахҫан авалах вӗсен тӗп аслашшӗсем, кивӗ тӗне тытаканскерсем, Российӑран тарса килсе, Терек леш енче, Гребня ҫинчи чеченецсем хушшинче, Аслӑ Чечнян вӑрманлӑ сӑрчӗсен пӗрремӗш хысакӗ ҫине вырнаҫса ларнӑ. Анчах пирӗн самолетӑн пӗр ҫитменлӗхӗ пур — урӑх вӗҫеймест ӗнтӗ вӑл, хамӑр вӑй ҫине ҫеҫ шаннипе моторсене ӗҫе кӗртмешкӗн май та ҫук. — Кӑна Саша хӑтланнӑ-и? — Пӗлместӗп, мистер Стумп, эпӗ ним те пӗлместӗп. Пиртен пӗри вилсен, тепри ҫак саманта аса илӗ. Ҫав каҫ шӑп та шай тинӗс хытӑ чӳхенчӗ. Хуть мӗнле пулсан та, шӑп та шай ҫакӑн пек ӑнлантарчӗ вӑл Алвиша. Акӑ шурӑ залӑра темскер ассӑн хашлатнӑ пек пулчӗ, хашлатрӗ тарӑннӑн, тытӑнчӑклӑн та кулянчӑклӑн. Кӑшт кӑна палӑракан тӗмескесем хӑпара-хӑпара тӑраҫҫӗ. Эпир яланах арҫынсене, вӗсен вӑйне шанатпӑр. Исправник ҫакӑншӑн Артамонова мухтанӑ, Ильинскри чухӑн приходри ҫамрӑк пуп ӑна ҫын вӗлернӗшӗн чиркӳре хӗрӗх каҫ кӗлтуса тӑмалла тунӑ. Анчах та хама, инкекрен пулмасассӑн та, ҫавтери кансӗрлӗхрен хӑтарнӑ ҫынна хам шухӑшланӑ пек тавтӑвайманни мана кӳрентерчӗ. — Юрӗ, калаҫса пӑхӑп. Ҫакӑн пирки шухӑшласа пӑхас пулать. — Санӑн аҫу та, аннӳ те пур-и? — тесе ыйтрӗ Роберт. Аэлита тинкерчӗ те шара хупларӗ, — вӑл халӗ унӑн пӳрнисен витӗр ҫуталса курӑнать. Ура айӗнче хытӑ ҫӗр пуррине сайра-хутра ҫеҫ туйнӑ вӗсем: ура темскерле ҫемҫе те нӳрӗ япала ҫине пусса пынӑ, пылчӑк ҫинче шунӑ… Хӑйӗнчен ыйтасса кӗтмесӗр, анчах тӗпӗ-йӗрӗпе каласран пӑрӑнарах, вӑл нимӗҫсем ялта мӗн-мӗн хӑтланни ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ: — Укӑлча хапхинчен тухсанах пирӗн силос хывнӑ алтнӑ шӑтӑк пурччӗ. Христос та ҫавсем пекех чудак пулнӑ-тӑр. Вӑл ҫунса тӑран ҫуртине тар патнелле ҫывхартрӗ. Ку манӑн тивӗҫ. Анчах карап ҫинчи повар пушӑ алӑпа тарман. Ашӗнче уҫӑ та таса. Эпӗ кӗнӗ чухне Наталья Савишна хӑйӗн вырӑнӗ ҫинче выртатчӗ, ҫывӑратчӗ пулмалла, ман ура сассине илтсен, вӑл ҫӗкленчӗ, шӑна ларасран пуҫне витнӗ ҫӑм тутӑрне сӳсе пӑрахрӗ те, калпакне тӳрлетсе, кровать хӗррине ларчӗ. Фургон та, палатка та пулманнипе ҫулҫӳревҫӗсем ытармалла мар норфольк чӑрӑшӗн сулхӑнне тӳрех ҫӗр ҫине вырнаҫрӗҫ. Виҫӗ, тӑватӑ ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн арӑм малтанах епле пурӑннине, ун шухӑшӗ епле пӗтӗмпех ачасем ҫинче пулнине аса илетӗп те, манӑн сехре хӑпсах тухать. — Кай, тетӗп! Ҫавӑн пек кирлӗ те, эпӗ ҫак йӗркене пӑхӑнатӑп. Хӑш-пӗр чухне, кӑнтӑрла, эпир пӗренесем ҫывӑхран юхса иртнине куратпӑр, анчах тытмастпӑр: кӑнтӑр ҫутинче эпир ҫӗр хӑвӑлӗнчен тухса ҫӳреместпӗр. — Тархасшӑн ан кайӑр, сирӗн преосвященство. Чӑн та эпӗ пачах сывлӑхлӑ. Вӑл хут укҫасене чӑмӑртаса лӳчӗркенӗ те ҫӗре пӑрахнӑ, атӑ кӗллипе таптанӑ, вара малалла утнӑ… Ах, вӑрттӑн ҫын! Курпун ҫынсем пурте чее тени — чӑнах иккен. Урӑх нихҫан та вӑл самолётпа сывлӑша ҫӗкленеес ҫук, сывлӑшри ҫапӑҫӑва ыткӑнса кӗрсе каяс ҫук, — нихҫан та! — Ӑна арӑмӗ ҫинчен каламалла марччӗ пулӗ, — терӗ Бойко-Глухов, сӑмса кӑкне кача пӳрнин чӗрнипе хыҫса. Тӗпренчӗкӗсене сӗтел ҫинчен час-часах шӑлса илмелле тет, ахалӗн тӗпренчӗксенчен шӑнасем хунаҫҫӗ тет — каласа кӑтартатчӗ ҫамрӑк хуҫа арӑмӗ, карчӑкӗ тата ун хыҫҫӑн калатчӗ: — Дворянин-ҫке вӑл! Ун ҫине пӑхсан, эпӗ хӑраса кайрӑм. Вӑл пушӑ тайлӑмсем нумаййине асӑрхарӗ. Куракансем пӗрмаях кулаҫҫӗ, герцог вара тарӑхать, тилӗрсех каять, юлашкинчен ҫынсем пурте спектакль пӗтичченех тухса кайрӗҫ, пӗр арҫын ача ҫеҫ ҫывӑрса юлнӑ. Амӑшӗ тӗлӗшӗнчен те хӑйне вӑл темле урӑхла, ҫӗнӗлле тыткалама пуҫларӗ: хӑш чухне пӳлӗмри урайне хӑех шӑлса тухать, праҫниксенче хӑй вырӑнне хӑех пуҫтарать, амӑшӗн ӗҫне ҫӑмӑллатма тӑрӑшать. Урӑх нимӗн те ӑнланмалли пулмарӗ; ура сассисем инҫене кайса ҫухалчӗҫ… пӗтӗмпех шӑпланчӗ. Вӑл ӗнтӗ питӗ чаплӑ, историлле парад пулма тивӗҫ! — Кунта ӗнтӗ хӑйне ҫеҫ кирлӗ сӑлтавсем пулнӑ. Пӗр-пӗрне кураймасӑр, шӑтарас пек пӑхса, вӗсем мӗнпур вӑйпа пӗрне-пӗри тӗртме тытӑнаҫҫӗ. Эквадора ҫитрӗм, анчах унта тата начартарах пулчӗ. Ҫав кунах кӑнтӑрла тӗлне вӑл вилчӗ. Вӑхӑчӗ те ҫитнӗ ӗнтӗ: ҫулӗсем те сахал мар вӗт, ӑна, мӗскӗне, нумай тӳссе курма тиврӗ. Воргородра та, пур ҫӗрте те жидсем, ярмаркӑра та вӗсемех… Анчах иртнине нимпе те каялла тавӑрма ҫук ӗнтӗ. Тепӗр тесен, эпӗ тӗлӗнместӗп, — хушса хучӗ вӑл каллех, диван минтерӗ ҫине таянса. Шутсӑр выляс килетчӗ, вӑйӑсене эпӗ пит хӗрсе кайсах выляттӑм. Йытти ним шарламасӑр лупашкари шыва ӳксе ҫаврӑнкаласа илчӗ, анчах ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ, ним силленмесӗр-тумасӑрах хаяррӑн хамлатса илсе, лашасем ҫинелле ыткӑнчӗ. — Мӗнле пенӗ?! — Ку ватӑ Мартинец тӑванӗн хӗрӗ, — тесе ӑнлантарса пачӗ ҫавӑнти ҫынсенчен пӗри. Изида тархаслать сана, хӑвпа пӗрле варта амаланса тӗвӗленнӗ Изида, сан арӑму та йӑмӑку. Нумай сӗт паракан ӗне пӑрушӗсем туянмалла, ӑратлӑ вӑкӑр туянмалла… — Мӗн тӑватӑн эсӗ кунта? Хваттер уҫҫине кӑна ҫухатрӑм, тата… атте патне телеграмма яраймарӑм. Ҫавӑ ҫеҫ… Анчах вӗсем мана тӗрӗслесе-туса ытлашши вӑхӑт ирттермерӗҫ, старик манӑн алӑсене чӑмӑртать те чӑмӑртать; унӑн арӑмӗ ҫак вӑхӑтра пирӗн тавра кускала тӑрать, макӑрса та илет, кулкалать те, унтан вӗсем иккӗшӗ те мана ыйтусем пама тытӑнчӗҫ: Сид ҫинчен те, Мери ҫинчен те, пӗр сӑмахпа, мӗнпур тӑванӗсем ҫинчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. — Пӗр енчен, манӑн савӑнӑҫ, тепӗр енчен — тарӑхса ӳкӗнни. Вӑл пӗшкӗннӗ, икӗ аллипе те Ривэрӑн сылтӑм аллине ярса тытса ӑна пӗтӗм чӗререн пӑчӑртанӑ. Жухрай ура ҫине тӑрса, аллисене кӗсъине чикрӗ, салху пӑхса утса ҫӳре пуҫларӗ. Вӑл ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн шӑпланса, ҫӑварне уҫса йывӑррӑн сывлани мана лӑплантарчӗ, эпӗ вара ун пирки пачах та урӑхла шухӑшла пуҫларӑм. «Кӗртсе ярӑр вӗсене шуйттан шӑтӑкне! — Кам эсир? Ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлса хупӑнни илтӗнчӗ. Паҫӑрхи калаҫу хыҫҫӑн вӗсем иккӗшӗ те темле аван мар пек туяҫҫӗ. Муани-Лунгӑн пур ҫывӑх ҫыннисене те, ӑна сӳнтерес тесе пынӑ пулсан, ҫав шӑпах кӗтетчӗ. Вольмер чарӑнса тӑрать. Синопа хӑранипе чӗтресе тӑнӑ. Эпӗ этем тени ҫине никам ҫине те алӑ хуманччӗ-ха, анчах хам пӗтнӗҫем пӗтсе пыраттӑм. — Тӗрӗс, Гек, тӗрӗс, пӑрҫа хутаҫҫин ҫуррине шӑтӑк ӑшне алтса чикнӗ чухне: «Тӑпра ӑшне пул, пӑрҫа хутаҫҫи, шӗпӗн, пӑчлан, урӑх мана ан асаплантарнӑ пултӑр», — тесе каласан, тата лайӑхрах, хӑватлӑрах пулнӑ пулӗччӗ. Мӗн кӑнтарса тӑратӑн хӑвӑн ухмахла пӳрнӳна! Анчах аслатиллӗ ҫумӑр нихӑҫан курман хаярлӑхпа алхаснӑ вӑхӑтра ку хӳтлӗхрен тухасси пирки шутлама та май ҫук, ҫавӑнпа Дик Сэнд пач ӑнланма ҫук пек туйӑнакан япалапа пуҫне ватмарӗ. — Ну юрӗ, Бенедикт мистер; термитсем йӑвара хӑйсен апатне хӑварнӑ пулсан, эпир хамӑр та апат илсе килни ҫинчен аса илер те каҫхи апат тӑвар. Куратпӑр, пирӗн вӑй ҫитмест — Джим патне кайрӑмӑр. Ара, ку, калӑпӑр, служащи ӗҫӗ мар-ҫке-ха? Пиратсем пире пӗр вӑхӑтрах ҫавӑрса илчӗҫ, карапсен икӗ капитанӗ те хӑйсен ҫыннисемпе пӗрле пирӗн шлюпка ҫине вӑрхӑнса кӗчӗҫ. Пиратсене хирӗҫ тӑни нихӑш енчен те усӑ пама пултарайманнине кура, эпӗ командӑна малтанах урайне ӳпне выртма приказ патӑм. Ҫакна пула юн юхтарма лекмерӗ. Пиратсем пире кантрасемпе ҫирӗп ҫыхса пӑрахрӗҫ те, пирӗн пата хурал тӑратса, суднӑна ухтарма тытӑнчӗҫ. Сухаҫӑ хӑйӗн плугне ватнӑ, сӑра-эрех юхтаракансем хӑйсен шетникӗсене ывӑтнӑ, пичкисене ҫӗмӗрнӗ, ремесленникпа суту-илӳ ҫынни хӑйӗн ремеслипе лавкине пӑрахнӑ, килӗнче чӳлмексене ҫӗмӗрнӗ, — мӗнпур пек ҫын пурте лашисене йӗнерленӗ. Луиза хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ. — Ҫапла, Том, тен, вӑл халь пирӗн ҫывӑхрах пулӗ? — Ҫук тесе калаймастӑп. Тепӗр кунне Воропаев кровачӗ патне пӗр уйӑх каялла нимӗҫ чуралӑхӗнчен таврӑннӑ Светлана Чириковӑпа Аня Ступина пырса ларчӗҫ. — Алексей Иванович, эпир мӗн чухлӗ вӑхӑт апат ҫименнине пӗлетӗр-и? — Эсӗ, Саня, — тет Даша инке, эпӗ унӑн куҫҫуллийӗ йӑрӑлтатса аннине, манӑн кӗпе ҫине тумланине куратӑп, — йӑмӑкна сыхла. Вӑл хытӑ ятлаҫса илчӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, унӑн юлташӗ ҫапла каларӗ:— Мӗн тума хӑпармалла пулчӗ-ха? Ман хыҫҫӑн иртенпех икӗ шпион ҫӳреҫҫӗ, ҫитменнине ҫав тери уҫҫӑн, ним пытанмасӑрах, ҫавӑнпа та арестлес шӑршӑ кӗрет. — Эпӗ — сана пӗлетӗп. — Ҫапла вӑл «тараканнин макӑрмасть» те, кунтах тӑрсан пӗтмелле кӑна пулать, — хушса хучӗ тепри. — Ҫак ҫула эпир ҫирӗм кун хушшинче утса тухрӑмӑр-и? Сывпул-ха… ыран укҫа хатӗрле… Ӗлӗкрех эпӗ хама: ку вӑл ырӑ мар, тесе каланӑ пулӑттӑм. Вӑл хӑй ним тума та пултарайманнипе тарӑхать. Чӳречерен чан сасси илтӗнчӗ. Сарай виттинчи мӑкланса ларнӑ шӑтӑк патнерехре штурвал евӗрлӗ пӗр пысӑк кустӑрма ҫакӑнса тӑрать. Взвод пӗтӗм строя пӑсса пӑрахрӗ. Площадьрисем мӗнле килнӗ ҫапла кая пуҫларӗҫ. Те чӗрӗ вӑл, те вилӗ, ун ҫинчен пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет. Акӑ мӗнле шухӑшлатӑп эпӗ, — терӗ вӑл. — Эсӗ мана ан тӗкӗн, кунта сӑмах ман ҫинчен пымасть, — терӗ Нагульнов хыттӑн. «Ҫак кӗҫӗннисенчен пӗрне кам ӗҫтерсе ҫитерӗ…». Ку ытла ырах та мар та ӗнтӗ, анчах «ҫав кӗҫӗннисенчен пӗри» сире питех те пысӑк тав тӑвать. — Хаклӑ ҫыннӑм, Джон, — терӗ ӑна Гленарван, — «Дункан» ҫинче пирӗн хӗрарӑмсем юлаҫҫӗ, вӗсенчен хакли тӗнчере пирӗн мӗн пур! «Дунканӑн» маттур капитанӗсӗр пуҫне кам ҫине шанас пирӗн вӗсене! Амӑшӗ ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Эп пӗтӗмпех хам итлесе тӑтӑм. Ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен танлаштарсан, Грассинипе Галли сирӗн умӑрта шкул ачисем пек ҫеҫ, анчах эсир вӗсен статьисене ахаль корректор пек тӳрлетсе ларатӑр. Бэла, паянтан вара эсӗ крепоҫ валӗ патне тухса ан ҫӳре», — терӗ вӑл. Генерал ӗнерхи тӑшмана чӗнме хушрӗ. Алӑк енне хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑрса, мана айӑплаканни килессине кӗтме тытӑнтӑм эпӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн койотсем аманнӑ ҫын вырнаҫнӑ йывӑҫ айне кӗпӗрленсе пынӑ. Эпӗ кичемлӗхе сирсе ярасшӑн тем тери тӑрӑшрӑм пулин те, сирсе яраймарӑм. Ҫавӑнпа та судра тӗрӗслӗхе ҫиеле кӑларма тӑрӑшнӑ чухне ӗне хуҫин ялан именмелле пулать, ҫакна пула вӑл хӑйӗн пултарулӑхӗпе искусствине те ҫителӗклӗ таран кӑтартса пама пултараймасть. Пугачев хӑйӗн юлташӗсемпе ӗҫкӗ тунӑ. — Юрать, санӑн каяс килет пулсан, унта та чавса пӑхар, ҫапах та питӗ шиклӗ япала. — Епле пӗлӗн-ха? — тесе кӑшкӑрать Ефимушка, анчах Григорий лӑпкӑн татах калать: — Ӑна эпӗ пӗлместӗп. Шуррисен тискер ӗҫӗсемшӗн кӑваккисем те тискер ӗҫпе тавӑрнӑ. — Унта леш енӗ юлнӑ пулсан, аплаччӗ те, — салхуллӑ ответлерӗ чурасене астӑваканӗ, прерие лайӑх пӗлсе тӑраканскер. — Ӑна курӑнмасть-ҫке. Ҫак вӑхӑтра Салли аппа ҫырӑва уҫнӑ-уҫманах ӑна урайне ывӑтрӗ те, тулта темӗн курса, пӳлӗмрен тухса ыткӑнчӗ. «Эс мӗн ятлӑ?» Ҫакна хушса каланинчен ытла йӑлӑнни теме пулать, ҫавӑнпа та Эленпа Мэри Грант ӑна пӑхӑнмашкӑн тивӗҫлӗ. Вӑл хӑйӗн куҫне хӑй ӗненмерӗ. — Ҫӑлатӑп, монсеньор, анчах… — ку сӑмахсем хыҫҫӑн Тельмарш сасси мӑнаҫлӑн та хыттӑн янӑрарӗ: — малтан калаҫса татӑлар. Халӗ «Пилигрим» хӗвелтухӑҫнелле хӑвӑрт ишет, карап хӑй ҫулӗнчен ан пӑрӑнтӑр тесе ҫеҫ асӑрхаса тӑмалла. — Эпӗ никама та каламастӑп. Именирен пӗр вунӑ ҫухрӑмра, ку енче пит паллӑ Н-ски мӑнастирӗ пур. — Вӗсене хытӑ чупма тивет, — терӗ мана хирӗҫ капитан. «Унӑн ҫӳхе тутисем ҫинче тӑрӑхлакан, йӳҫенчӗк кулӑ палӑрчӗ», — шухӑшларӗ Ромашов, анчах пурӗ те шухӑшларӗ ҫеҫ, мӗншӗн тесен ун пичӗ ҫав минутра, шурса кӑвакарнӑскер, питех те мӗскӗнлӗччӗ. — Итлетӗп, сирӗн преосвященство. Мускавра та урӑхла пулатчӗ: пурте, шӑппӑн калаҫкаласа, залра, ӗҫме-ҫиме лартнӑ сӗтел умӗнче, кукамая кӗтсе тӑратпӑр, Гаврило апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерме ун патне кайнӑ ӗнтӗ, — сасартӑк алӑк уҫӑлса каять, кӗпе чӑштӑртатни, урасем кӑштӑртатни илтӗнет, вара йӑлмакланӑ курман-илтмен хӑмӑр кӑвак хӑюллӑ калпакпа, (сывлӑхӗ еплине кура) ӑшшӑн кулса е чалӑшшӑн салхуллӑ пӑхса, хӑяккӑн утакан кукамай ярӑнса тухать. — Ну, ман шутпа, йӗркеллех пулас. Пӗлместӗр? — Мӗнтен, сэр? — нимне пӗлеймесӗр ыйтрӗ хӗр. Улӑм ҫуртсенчен вӑрахарах сыхланса юлнӑ ҫӳллӗ ӳсекен хурхух картине, карта варринче пӗчченех ӳсекен таса смоковницӑна курсан, вӑл тӳрех кунта тахҫан ял пулнине ӑнланса илнӗ пулӗччӗ. — Ну, тата! — аллине сулнӑ Игнат. Хуллен, пӗр хускалмасӑр, йынӑшса илчӗ вӑл, ула курак вара, сикрӗ те, ҫав самантрах ҫуначӗсемпе пӗлӗте хупларӗ. Ҫак ҫӗнӗ планетӑна Церера тесе ят панӑ — ку римлянсен тырпул туррин ячӗ. Урӑх вырӑн шырама тӳр килет. Акӑ — хреснаттене кӑна ил… Сергей хӑйӗн шапа ҫӑварӗ пек ҫӑварне хӑлхасем таран кара-кара ярать, салхуллӑ Максим хӑйӗн пӗлмелле мар тӗслӗ сивӗ куҫӗсемпе вӗсене пӑхса шарламасӑр ларать. Мӗнле шутлатӑн эсӗ? Эпӗ, часах пӗр-пӗччен тӑрса юлассине тунсӑхлӑн туйса, нимӗн те чӗнмерӗм. Эпӗ ҫӗнӗлле пурӑнма пуҫланӑ пулӑттӑм. Вӗсенче этем сӑнӗ те юлмарӗ. Исидора та хӑйпе ӑмӑртакан хӗрӗн шлейфӗ ҫине урипе таптанӑ пекех утса тухнӑ. — Пиччепе. — Ах, господасем, господасем! Ҫулӑмлӑ хӗм шатӑртатса таҫта ҫӳле хӑпарать те сывлӑшрах пӗрчӗкленсе саланать. Алӑк ун хыҫӗнчен чӗриклетсе хупӑнчӗ. Кӗсменпе ишес мар пуль, хӑйӑр ҫине кӗрсе ларӑп е тата ҫырана пырса ҫапӑнӑп тесе шутларӑм, ан тив, шыва май ҫеҫ каям; хамӑн ҫапах нимӗн тумасӑр, лӑпкӑн ларас килмест. — Паян, эсир ҫук чух, карчӑкпа хӗрӗ килчӗҫ. Вӑл кресло ҫине йӑванса кайрӗ, куҫне хупрӗ. Тата пӗр виҫ-тӑватӑ кун иртнӗ, анчах лассоллӑ хӗр урӑх курӑнман. Ҫак ҫутӑна вӑл сывлӑш кӗмелле мар питӗрнӗ кӗленчесем ӑшне ярса, ҫак кӗленчесемпе ҫуллахи вӑхӑтра сивӗ пулнӑ тата йӗпе-сапа тӑнӑ кунсенче усӑ курасшӑн пулнӑ. Пӗр ялав ҫине: «Пире никам та ҫӗнтереймест», тесе ҫырнӑ. Теприн ҫинче: «Чӗрере ырӑ кӑмӑллӑх пултӑр — пире урӑххи кирлӗ мар», тенӗ. Эсӗ ун патӗнче пулса-и? — ыйтрӗ вӑл. Каҫсерен вӗсем унпа пӗрле хапха умӗнче лараҫҫӗ, вара аслӑ Артамонов ҫав мужикӗн вӗрентсе калаҫнӑ сассине илтет: — Вӑл — ҫапла. Асту, ачам! Рабочи ҫав тери аслӑ вырӑн йышӑнса тӑнине ӑнланса илни тӗнчери рабочисене пурне те пӗр чунлӑ туса пӗрлештерет, — эсир ҫав пурнӑҫа ҫӗнетсе пыракан юхӑма, хӗрхенӳсӗр хаярлӑхпа намӑссӑрлӑхсӑр пуҫне, нимӗнпе те тытса чарма пултараймастӑр. Халӗ ҫамрӑк хӗрарӑм ҫав пьесӑна урӑх ҫӗнтерӳ тӑвасса шанса калать: вӑл хохол шӑхличине иленнӗ пӗчӗк ывӑлӗн чӗрине хӑй еннелле ытларах ҫавӑрасшӑн. Ку — икӗ ҫар хушшинчи питӗ вӑйлӑ артиллери дуэлӗ. Варенька вуламасть, кӗнекине айккинелле хунӑ та Дмитрипе хӗрсех тавлашать, лешӗ каллӗ-маллӗ утса ҫӳрет, галстукне мӑйӗпе тӳрлеткелет, куҫне мӑчлаттарать. — Кӗр, ҫӑра уҫҫисене илсе тух. Вӑл яланах пит паха шухӑшсем калать. Хӑй пачах Кӑнтӑр Америкӑра маррине пӗлсен, хисеплӗ ученӑй ку мӗнле пулма пултарни ҫинчен ыйтмарӗ те. Юрлакансем вӗсем яланах чиркӳри кӗлӗ вӑхӑтӗнче ихиклетсе, пӑшӑлтатса тӑраҫҫӗ. — «Пирӗн ывӑл, — терӗ атте, — салтака кайрӗ, тӑхӑр ҫул хушши вӑл пире нимӗн те ҫырмасть, те чӗрӗ вӑл, те вилнӗ — пачах пӗлместпӗр. Туй вӑл — нимех те мар! Юрататӑр вӗт ӑна эсир? Тырри те ҫукпа пӗрех те… — хӑюсӑррӑн пуҫласа янӑччӗ ӗнтӗ Кӗҫӗн Аким, хӑйне ҫав тери кӗтмен ҫӗртен ҫапла килсе тапӑннипе шалтах тӗлӗнсе кайнӑскер, анчах арӑмӗ ун еннелле ҫилӗллӗ куҫӗсемпе кӑн пӑхса илчӗ те тӳрех пӳлсе хучӗ: — Нимӗн турткаланса тӑмалли те ҫук унта! Эпӗ лӑплантаратӑп ӑна. Егорушка тӗлӗнсе итлерӗ, карчӑкӑн питне, ҫӑм пӗрчиллӗ шӗпӗнне, куҫҫуль йӗрӗсене сӑнарӗ… Корчмара вӑл пӗр нимӗҫпе паллашрӗ; лешӗ, таврари ялсенче йӗтӗн туяннӑ пек туса, ҫынсене тинӗс леш енне кайма ӳкӗтлесе ҫӳренӗ-мӗн. Эпӗ халӗ те чунӑмпа ҫамрӑк-ҫке. — Эсир тӗрӗс калатӑр, Елена Николаевна, яланах тӗрӗс калатӑр, — мӑкӑртатрӗ вӑл, — анчах эпӗ ҫакна ахальтен кӑна турӑм, турӑшӑн та ҫапла. — Санӑн Майданникову пирӗншӗн указ мар! Питӗ ӑнланмалла мар… тӗттӗм ҫын эсӗ… Часах вист вӑййине выляма пурте тӑватшарӑн-тӑватшарӑн уйрӑлса генерал пӳлӗмӗсенчи кӗтессене вырнаҫса ларчӗҫ. Эпир ҫул вӗҫнех ҫитрӗмӗр. — Ну, капла тата авантарах! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Халӗ малалла мӗн тумаллине хамах пӗлетӗп. Мана ҫав тери пысӑк тивӗҫ панӑ, тума шутланине пӗтӗмпех тума пултаратӑп. Тахӑшӗ тӳссе тӑраймарӗ, хурлӑхлӑн та сӗмсӗрӗн мӑкӑртатса илчӗ: — Пуҫлаччӑрччӗ пӗреххут… Вӗсем Катяпа питӗ туслӑ. Эпӗ хӑвӑрт тумлантӑм та пӳртрен тухса шӑвӑнтӑм. — Паллах юрать! Ольга мӗн каласса кӗтмесӗрех, Женя ӑна мӑйӗнчен ыталаса илчӗ. — Ман йӗнертен тытӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ ӑна Гленарван. Вӑл политикӑлла преступник пулнине, патшана хирӗҫ пынине, пӑлхавсем тапратнине пӗлетӗр-и эсир, ылханлӑ йӗксӗксем, пӗлетӗр-и? Типӗтме ҫакна тумтирсен мӗлки пӗтӗм картишне тенӗ пек витсе хупӑрланӑ та самаях сулхӑнлатнӑ. Э? Ҫак вӑхӑтранпа вара его величество тата мана курайман министрсем мана хирӗҫ вӗчӗ пуҫласа ячӗҫ те, ик эрне те иртмерӗ, мана хӑйсен элекӗсемпе кӑштах пӗтерсе хумарӗҫ. Хулари пур ухмах та пирӗн майлӑ. Тата, юлашкинчен, ҫак ят пирки укҫа-тенкӗ нумай тӑкак тухнипе парламент членӗсем тӗп пулаҫҫӗ пулсан тата унта ӗҫленӗшӗн шалу та, пенси те парса тӑмаҫҫӗ пулсан, мӗншӗн ҫак ҫынсем парламент членӗсем пуласшӑн ҫав тери ҫунаҫҫӗ? Вӑл ирхине гудок ӗҫе чӗннӗ самантра вилнӗ. — Тӗлӗнсех каймалла! Ку Дик Сэнд пӗлмен ӑратри хитре лаша. — Ну, татах тавлашатӑр-и манпа? — Сӑнӑн чӑн-чӑн яту Кузьма-и? Вӑл брэнди тултарнӑ пичке ҫине ларчӗ те чӗлӗмӗ ӑшне тапак тултарма пикенчӗ. — Эй, Серёжка! «Ҫавах, абрек», — шухӑшларӗ вӑл савӑнса, вара сасартӑк чӗркуҫҫи ҫине сиксе тӑчӗ, каллех пӑшалӗпе тӗллерӗ, вӑрӑм винтовкӑн вӗҫӗнче кӑшт ҫеҫ курӑнакан тӗллевне тупса тӗрӗслерӗ, унтан казакла, ачаран хӑнӑхса ҫитнӗ йӑлапа: «ашшӗне, ывӑлне», — терӗ те персе ямалли мӑкӑль ҫине пусрӗ. — Пурне те хӗнесе пӗтереҫҫӗ ӗнтӗ ҫав тырӑшӑн! Ман шухӑшпа вӑл — чи лайӑххи! Ҫавна илтсен ҫынсем пушшех савӑнса карӗҫ, салтака пӳрнесемпе чышма, кӗпинчен, саппунтан туртма, унпала качака такипе вылянӑ пек выляма тапратрӗҫ, ҫапла ӑна кӑнтӑрлахи апатчен аптӑратрӗҫ, апат ҫисессӗн, тахӑшӗ йывӑҫ кашӑк аври ҫине сӗткенне пӑрса илнӗ лимон татӑкки тӑхӑнтартса лартнӑ та ӑна салтак ҫурмӗ хыҫне саппун кантрисенчен ҫыхса янӑ: салтакӗ утать кашӑкӗ ун хыҫӗнче ҫапкаланса пырать, пурте ахӑлтатаҫҫӗ, а вӑл мӗнтен кулнине пӗлмесӗр, тытӑннӑ шӑши ҫури пек кускаласа ҫӳрет. Паганеле чӗнтерчӗҫ. — Юрӗ, — килӗшрӗ Алешка, — шавламӑп. О, мӗн тери лайӑх! Пӗррехинче каҫхине, тӳпере ҫӑлтӑрсем ҫуталма пуҫласан, ҫывхарса килекен ҫуллахи каҫ тӗттӗмӗнче, ҫутҫанталӑк шӑплӑхӗнче, вӑрманти ҫулҫӑсем чӗлтӗртетни те, тӳремри курӑксем чӑштӑртатни те илтӗнмен вӑхӑтра, сасартӑк труба сасси янӑраса кайрӗ. Тепӗр кун каҫхине — каллех тӑраҫҫӗ. Хулана хирӗҫ обоз чаплӑ боеца — мӑкшӑна, пӗчӗк пуҫлӑ та ялан куҫҫулӗ юхакан пӑсӑк куҫлӑ, тем пысӑкӑш ҫынна кӑларса, тӑрататчӗ. Григори Ивановичӑн расхучӗсем нумай сахалланнӑ пулине те, тупӑшӗсем хушӑнман; вӑл ялта пурӑнса та ҫӗнӗрен парӑма кӗмелли майсем тупнӑ; ҫапах та ухмах ҫын хисепӗнче пулман, мӗншӗн тесен хӑйсен кӗпӗрнинчи помещиксем хушшинче хӑйӗн именине Опекун советне хума чи малтан ӑс тупаканни вӑл пулнӑ; ҫавӑн пек ҫавӑрса яма пӗлни вӑл вӑхӑтра ытах та хӑюллӑн тата чӑрсӑррӑн туйӑннӑ. «Сывӑ пул, Левко!» терӗ шухӑша кайнӑ Ганна, тӗттӗм вӑрман ҫинелле пӑхса. Ҫынсем пурте, пӗрин хыҫҫӑн тепри, черетпе, шывланнӑ куҫӗсене шӑла-шӑла, аттен аллине тытса чӑмӑртанӑ. Кашнинпех калаҫма пултаратчӗ вӑл, кашнинех ырлама пӗлетчӗ. Каярахпа, мункун вӑхӑтӗнче, кофейньӑра чухне-ха, и-и, эпир ирӗклӗхе тухиччен нумай хура-шурне курса ирттермелле пулать те, кайран та тата темӗн пулас пур, тесе каланӑ хушӑра Марко та чӗнмесӗр чӑтса тӑраймарӗ, Михалаки Алафрангов енне пӑхса, вӑл пит те ӑнланмалла ҫапла каласа хучӗ: — Михалаки, эс ак ҫакна пӗлнӗ пул: шӑхличпе параппан мӗн чухлӗ тӑнине шутлакан ҫын нихҫан та туй ирттереймест! Ултӑ уйӑх каялла тата Марко сӑмах тӗлне «тамӑк хуранӗ» пирки асӑнсаччӗ те, Ставри пуп та ӑна ваттисен сӑмахӗпе юптарса ҫапла каларӗ:— Уруна йӗпетмесӗр пулӑ тытаймастӑн, — терӗ. Акӑ эпӗ хресченӗн пысӑк та тӗттӗм пӳртне куратӑп, чӗпкуҫӗпе тӗксӗмӗн ҫуталакан сӗтел куратӑп унта, плащ-палаткӑпа карса хунӑ чӳрече. Ромашов сывлӑш хаяррӑн чӑвӑшлатса шӑхӑрттарнине кӑна илтсе юлайрӗ, тӑм кӗлеткен ҫӳлти пайӗ ҫавӑнтах ҫӗр ҫине ҫемҫен те йывӑррӑн тӗшӗрӗлсе ҫатлатрӗ. Анчах вырӑна опытсӑр заместителе париччен малтан ватӑ сунарҫӑ сурансене хӑй тепӗр хут салтса ҫыхнӑ. Мӗн хӑямачӗ иккен! — Тоня, каласа парам-и сана Христина ҫинчен?.. — Халӗ ӗнтӗ сирӗн пӗр ик-виҫ кунлӑха Франкфуртра юлмалла, — терӗ ӑна Джемма: — ӑҫта васкамалла сирӗн? Ӗнер вӗсем ҫукчӗ… — Пирӗн часах лекмелле пулать… Вӑл хӑйне вӗсенчен асли тесех шутланӑ, лешсем ӑна питех те ҫамрӑкӑн курӑннӑ. Ӑна-кӑна ӑнланман ачасемсӗр пуҫне, ыттисене: арҫынсене, хӗрарӑмсене — питӗ намӑс пулчӗ. Протестант-и? Сӗтел хушшинчен сӑхсӑхмасӑрах тухрӑн? Калаҫса тӑмасӑрах турттарса килсе панӑ пултӑр, унсӑрӑн халех колхозран кӑларса ҫапатпӑр! Чулту хӳшӗрен курӑннине вӑл астуса илет. Гарри Грант хӑйӗн ывӑлӗ ҫав териех паттӑр ҫӗнтерӳсем тунине ашшӗн Гленарван умӗнчи парӑмӗсенчен пӗр пайне татнине аванах пӗлчӗ. Чи малти лав патӗнче шурӑ картузпа тӗссӗр йӳнӗ костюм тӑхӑннӑ ҫын, казак лаши утланнӑскер, Дымовпа тата Кирюхӑпа тем ҫинчен калаҫать. Хӑй те начар ҫиетчӗ, тарҫисем вара, талӑкра ҫирӗмшер сехет ӗҫлетчӗҫ пулин те, лашасене апат пӑтратса пама е выльӑх-чӗрлӗхсене утӑ-улӑм пама ҫӗрхута пилӗкшер хут тӑрса тухатчӗҫ пулин те, вӗсене выҫӑпа антӑхтаратчӗ. — Хӑш тӗлте ларатӑн эсӗ унта? Вӑл палатӑри ҫӗнӗ ҫынӑн температурине виҫме пынӑ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра килхушшинче оркестр хурлӑхлӑ марш калама тытӑнчӗ. Ирӗксӗрех клуба каятӑн е… е тата ӑҫта та пулсан. Эпӗ куҫа уҫрӑм та Калиныча курах кайрӑм: вӑл ҫурри уҫӑлнӑ алӑк янаххи ҫинче ҫӗҫӗпе кашӑк туса ларать. Мӗн шутласа кӑларнӑ эсӗ? Эсир мӗн енӗпе пултаратӑр? Ну, турӑ та телейне пачӗ. Асне илсен, ирпе картишӗ тӑрӑх ҫӳрет, хуҫалӑхне пӑхкалать, каллех канма выртать. Ку ыйтӑва вӗҫне ҫитиех татса памалла. Ҫак самантчен вӑл темӗнле ӑнланмалла мар хавхаланчӑкчӗ. Вӑл хӑйне хӑй туйми пулнӑ, тейӗн, анчах ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм чун хавалӗпе чӗтресе теме кӗтетчӗ. — Мачтӑна ӳкеретӗр! — Мӗн эсир, илӗр портрета! — терӗ хуҫа. Сан таса яту Ман ӗмӗрте кирек хӑш кунта та, сехетре те манпа пӗрле пултӑр». Пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ кӗпине тӳрех ӳт ҫине тӑхӑнса янӑ, ун ҫинчен тӗсрен кайнӑ симӗс камзол тӑхӑннӑ; камзолӗ вырӑнти индеецсем тӗртнӗ хытӑ материрен ҫӗлетнӗскер пулнӑ. Ҫулӗ питӗ аван. Артур урӑх чӗнмерӗ, анчах Монтанелли ҫаплах хускалмасӑр ларчӗ. Хӑвӑр кӗрешӗвӗре этемлӗхӗн хальхи ӗмӗчӗпе ҫыхӑнтарса пырӑр, тӗрӗксен пусмӑрӗнчен хӑтӑлас тесе кӑна мар; хальхи принципсем ҫӗнтерччӗр тесе те кӗрешмелле, патша тытӑмӗ, религи, харпӑрлӑх мулӗ, вӑйлисен ҫеҫ хуҫа пулмалли йӗркесӗрлӗхсене йӑлт пӗтерсе тӑкмалла, халлӗхе вӗсене, ҫынсен социалла шухӑшӗ юлса пынине пула, тӗкӗнме юраман принцип вырӑнне хураҫҫӗ. Ак сана, пыр та кур! Поль де Коксене вулатӑр?.. Вӑл ӑна тумлантарма тытӑнчӗ, ҫӑмӑлттай полячка ачалӑхӗпе пин тӗрлӗ хӑтланса пӗтрӗ, кӑна пула мӗскӗн бурсак пушшех ним тума аптраса тӑчӗ. Кӑнтӑрла ҫитсен отлив пуҫланчӗ те, бриг якӑрне хӑпартрӗ. Куҫ умӗнчех ҫӳхе чаршав евӗрлӗ тӗтӗм карри чӳхенкелесе тӑрать. Эстрада ҫине малтан пӗр самӑр хӗрарӑм тухать; вӑл аллине хыттӑн хуҫкаласа «Пылала ночь восторгом сладострастья» романса юрласа парать. Ун хыҫан пӗр мӑшӑр — арҫынпа хӗрарӑм сиксе тухаҫҫӗ. Труба иккӗмӗш хут кӑшкӑртрӗ, сӑрнай та хирӗҫ ответлерӗ. Океан ҫинче. Ленӑна унӑн лайӑх та савӑнӑҫлӑрах пурӑнмалла тӑвас килет. — Николай Антоныч ҫинчен те ыйтрӗ-и? Зинаида тӗлӗнмеллерех те ӑнланмалла мартарах улшӑнса пычӗ. Утнӑ чух вара тирпейсӗр те лӳпперрӗн пырать, аллисене сулкаламаннине те асӑрхарӑм эпӗ, вӑл ӗнтӗ ҫыннӑн вӑрттӑнтарах характерне кӑтартакан паллӑ! Ку хутӗнче Геркулес нимӗн те татмарӗ. Ҫыран хӗрринче шыраса тупнӑ пысӑк чул якӑр вырӑнне пулчӗ. — «Турӑҫӑм, мӗн-ха ӗнтӗ ку? — шухӑшларӗ Санин. Мӗншӗнне пӗлместӗп, анчах мана мӗн пӗчӗкренех ятли-сумлисен кӳмисем патнелле туртӑнтарнӑ. Вӑхӑт вӗҫет, вӑл 1930 ҫулхи август вӗҫӗнче пӗр кунлӑха кӑна чарӑнса тӑрать. Пирӗн сире хӑвӑра калаттарас килет. Хӑш-пӗр чухне Маша Володьӑна ҫапла каланине илтетӗп: «Вӑт инкек! — Ребекка Тэчер (Том унӑн пичӗ ҫине пӑхса илчӗ: вӑл сехре хӑпнипе шап-шурӑ шуралса кайнӑ), эсӗ ҫурмарӑн-и?.. Ҫук, мана куҫран пӑх… (Бекки тархасланӑ пек пулса аллисене ҫӳлелле ҫӑклерӗ.) Эсӗ ҫурса пӑрахмарӑн-и ҫав кӗнекене? Нумай ҫынсене тата вӗсем хушшинчи хутшӑнусене тӗпе-йӗрӗпе ӑнланса илме пулӑшакан ҫара уҫҫи суйласа тупма пултараймарӗ-ха вӑл. Ну, сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, сурса пӗтерчӗҫ, унтан фельдшер Макар пӳлӗмӗнчен ҫип ҫӑмхи пек кусса тухрӗ. Сатурн Хӗвелрен тӑххӑр ҫурӑ астрономи единици инҫетре вырнаҫнӑ. Пӗр ҫитмӗлелле ҫитсе пыратчӗ-ши вӑл? — ыйтрӗ Марья Николаевна упӑшкинчен. Пӑнчи хӑвӑрт ӳсет. Намӑса вара — эсир хӑвӑртан тахҫанах хӑваласа янӑ. Умрихинӑн ӗнтӗ аллисем тахҫанах ывӑнса ҫитнӗ. Кунта та комсомолецсем стихийӑна хирӗҫ тӑрса, канмасӑр, ҫывӑрмасӑр икӗ тавлӑк хаяррӑн ҫапӑҫса, ҫӗмӗрсе тухнӑ стихийӑна тепӗр хут хурҫӑ хумӗсем хыҫне хӑваласа кӗртеҫҫӗ. Ыран тухса каяс тенӗ чух Мария Гавриловна ҫӗрӗпех ҫывӑрман; вӑл хӑйпе илсе каймалли япаласене хатӗрленӗ, кӗпи-йӗмӗсене чӗркесе ҫыхнӑ; хӑйӗн ҫемҫе чӗреллӗ, хӗрхенчӗклӗ тантӑш хӗр-тусӗ патне пысӑк ҫыру ҫырса хатӗрленӗ, тата ашшӗпе амӑшӗ патне те ҫыру ҫырнӑ. Ҫапла, тара тытнӑ, мӗншӗн тесен Ромашов укҫасӑр урлӑ выртана та тӑрӑх ҫавӑрса хумасть. Пуринчен ытла Халл капитан кулянчӗ. Эсӗ пур чухне кӑна мар, пӗр-пӗччен юлнӑ вӑхӑтра та эпӗ, сансӑр пуҫне, урӑх никам ҫинчен те шухӑшламан. — Кӗвӗҫнӗ-и эсӗ мана? Старик чӑнах та шӑртлансах тарӑхнӑ; ун сассинче — кӳренни, ҫилленни тата, ҫитменнине, куҫҫуль те пулнӑ. Вӑл ҫакӑн пек пулнине Фома нихҫан та курман, ҫавӑнпа, ирӗксӗр, нимӗн чӗнмесӗр пынӑ. Мана хам пӗлменшӗн намӑс пулчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех Зухин калани пӗтӗмпех тӗрӗссине туйса, итлеме пӑрахрӑм та ҫак ҫӗнӗ юлташсем ҫине тишкерсе пӑхма тытӑнтӑм. — Апла-с. Манӑн урӑх ыйтусем ҫук, — председатель енне ҫаврӑнчӗ Осадчий. Ҫӗнӗ Зеландире шоссесем пуличчен унӑн сукмакӗсемпе ҫуран ҫынсем анчах ҫӳреме пултараҫҫӗ. — Камӑн пӗлмелле-ха вара, Николай Еремеич: кунта эсир чи пӗрремӗш ҫын тесе калама та юрать. Щукарь, ҫак ҫӗнӗ япалана курнипе тӗлӗнсе хытсах кайнӑскер, кӗсрине урӑх чарса тӑмасть, хӑй епле пӗлнӗ пек утма ирӗк парать те акӑ мӗн курать: унӑн кӗсри пынӑ ҫӗртех пӗр ҫаврӑм туса илет те тепӗр ҫаврӑм тума тытӑнать, ҫапла вара тӑршшипех куҫа курӑнман ҫаврӑмсем тӑва-тӑва пырать. Анчах… мӗне пӗлтереҫҫӗ-ха вӗсем? — терӗ. «Ниушлӗ, ниушлӗ вӑл хӗр пулӗ? Сирӗн замокра кирек хӑш пӳлӗмри пуянлӑх та чи юнтармӑш каччӑна тивӗҫтерме пултарать. Анчах халь манӑн ҫавна тума май пур, эпӗ халех унпа усӑ куратӑп. Мусье, мур илесшӗ. Пачах урӑхла, кит, кун пек час-часах пулать, малтан сӗвеккӗн шыва чӑмрӗ, унтан ҫавӑнтах ҫиеле хӑпарчӗ те, шывран кӑшт ҫеҫ ҫиеле тухмасӑр тӗлӗнмелле пысӑк хӑвӑртлӑхпа малалла ыткӑнчӗ. Вӑхӑтра ҫитме тӑрӑш! Феодаллӑ ӗмӗрте вӑл пӳлӗмре ҫынсене асаплантарса вӗлернӗ; анчах ҫынна алли-урисенчен икӗ лаша ҫумне ҫыхса туртса ҫурнӑ чухнехи пек шавлӑн мар, пӑртак урӑхларах. Нумайӑшӗ тата аллисене тытнӑ чечекӗсемпех виле-виле кайнӑ. Тепӗр икӗ минутран ҫӑраҫҫи чӑнкӑртатни илтӗнчӗ, тахӑшӗ пусма тӑрӑх анма тытӑнчӗ пулмалла. Егорушкӑна курсан, унӑн пит-куҫӗ халь-халь йӗрсе ярас ҫын пит-куҫӗ пек пулса тӑчӗ, вӑл йывӑррӑн ахлатса сывларӗ, вара, ӑна-кӑна сиссе юличчен, ача ҫӑварӗ патне пыл сӗрнӗ ҫӑкӑр татӑкӗ илсе пычӗ. Арӑм — ахальтен мар халӑхра калаҫҫӗ: мӑшӑр. — Урлӑ выртан труба ӑшӗнче, — тет. Ҫак иртнӗ вӑтӑр кун хушшинче вӗсем Чили, Кордильер тӑвӗсем, пампассен тата Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсем урлӑ каҫса кунта ҫитрӗҫ, «Дункан» та, Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑнса, континентӑн хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗпе хӑпарса ӗлкӗрме тивӗҫлӗ. — Эпӗ сиртен урӑх нимӗн те ыйтмастӑп, — терӗ боцман пулнӑ ҫын. — Ҫӗр аллӑ гектар ытла. — Мӗн ҫывӑрса тӑратӑн? — Тата пилӗк минут, — тесе шутласа пырать вӑл, — тата тӑватӑ… виҫӗ минут… Манӑн акӑ, сӑмахран, тӑххӑрмӗш ҫулта, Топольки хуторӗ ҫывӑхӗнче, пирӗн хӗрлӗ пехота Цулим ятлӑ пӗчӗк юханшыв ҫинчи пӗвене епле тытса илнине курма тиврӗ, ҫавӑн чух, шыв арманӗ патӗнче… Вӗҫне ҫитичченех. — Пирӗн пысӑк ӗҫре пулӑшнӑшӑн тавтапуҫ сана! — терӗ Павел. — Ӗлӗк ӑна «Бургунди штачӗсем» тетчӗҫ. Ҫӗнӗ карап. Унта ҫӗр ҫирӗм сакӑр тупӑ. — Ку пирӗн агитколонна командирӗ, Кондратько юлташ, — терӗ Давыдовпа юнашар утса пыракан ҫамрӑк йӗкӗт. Каҫсем ӑшӑнсах пычӗҫ; ҫутҫанталӑкӑн куҫа курӑнман пултараслӑхла ӗҫӗн васкаварӗ сисӗнсе тӑчӗ вӗсен ҫӑра та нӳрӗ тӗттӗмӗнче… Йӑваш та пурне те пӑхӑнса тӑракан кучер пулнӑ ҫыннӑн пичӗ тӑрӑх пурте вӑл питех хӑрушӑ ҫын пулнине, хӑюллӑ та темӗн те тума пултаракан преступник пулнине палларӗҫ. Мганнга ун патнелле утрӗ. — Купӑста яшкине какай ярса пӗҫернӗ-и? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ Андрей, табак тӗтӗмӗпе сарӑхса ларнӑ пӳрнине чашӑк еннелле тӑсса. Мӗн тӑвас-ха ӗнтӗ манӑн, каллех ҫывӑрма выртас-и? Урамсенче лавккасене уҫман-ха, анчах ҫуран ҫынсем курӑнма пуҫларӗҫ; сайра хутра пӗр-пӗр карета шӑлтӑртаттарса иртет, садра уҫӑлса ҫӳрекенсем ҫук. Севастополь вӗсене ытла кирлех те пулман. Алексей ним шутламасӑр малалла шуса кайрӗ. Хама хам кулӑшла пуласран хӑратӑп эпӗ. Эпӗ турӑ лаша лайӑх ӗҫлеме пултарнине, вӑл мана килӗштернине малтанах пӗлеттӗм. — Ӗлӗкхине! — кӑшкӑрчӗ тепри. Гусев ун ҫине ҫӳлтен аялалла тӗмсӗлчӗ те кулса илчӗ. Кун кӑна ытлашши иртет. Анчах Женя вӗсене асӑрхамарӗ. Ҫавӑнтах вӑл калама та ҫук ятлаҫма, урисемпе тапма тытӑнчӗ, хӑйне ӑнлантарса каланине пӗртте итлесшӗн пулмарӗ. Вӑл, кӗҫ-вӗҫ татах ҫын килсе тухасса кӗтсе, пӗрре хӑй тавра, тепре леш енчи ҫыран ҫине пӑхкалать, тӗрев юплешкине майласа лартрӗ, вӑл ӗнтӗ пеме хатӗр. Маякинсен калаҫӑвне итлесе, тин килнӗ ҫынна сӑнаса, Фома, нимӗн ӑнланаймасӑр куҫӗсене мӑчлаттарса, хӑйӗн кӗтесӗнче ларнӑ. — Мӗн калаҫать-ха вӑл? — тӗпчесе пӗлме тӑрӑшрӗ Петр. — Хыҫалта-и?.. Ку вӑл суя япала ҫеҫ пулнӑ иккен: арҫыннине хӗрарӑм тумтирӗ тӑхӑнтартнӑ пулнӑ, йыттине — морж тирӗ тӑхӑнтартса шывра иштернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн часах вӑл мантан ыйтрӗ: — Итле, манӑн ҫур пус укҫа та ҫук, килте ҫимелли ҫук, арӑм вӑрҫать, тусӑм, хӑвӑрӑн кладовойӗнчен пӗр-пӗр пӗчӗк икона вӑрласа тух-ха, а эпӗ ӑна сутам, э? — Йывӑҫӑн хӑш енче мӑк ӳсет? — Эсир пама пулатӑр-и? Пысӑк часть пухӑннӑ, тесе шутлатӑп. Ҫапла пуҫланса кайрӗ Воропаевӑн чаплӑ Широкогоровпа паллашасси. Хуралҫӑсен вучахӗсем халь-халь сӳнсе ларас пек ҫунаҫҫӗ, хуралҫисем вара пӗтӗм козак аппетичӗпе пӑтӑпа ҫӑмах ҫисе тултарнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма выртнӑ. Кӑнтӑр енчи чӗлхесенче те ҫавӑн евӗрлех, анчах ҫурҫӗр енчи диалектсенче хупӑ сасӑсем ытларах. Старостӑн хӗрӗ ун чухне чирлӗ выртатчӗ. — Анчах ку сӑмахХӑратать мана. Ҫакӑ инквизицинеПӗлтерӗ монах, — терӗ те вӑл кулса ячӗ. Сӑвӑ каланине эпӗ пуҫласа утан илтрӗм. Хӗр кивелнӗ хура платйӗпе, умне саппун ҫакнӑ; эпӗ ҫав платйӗпе саппунӑн кашни хутламне савса ачашланӑ пулӑттӑм. Карчӑк кӑмака ҫине куҫрӗ. Половцев вара, унӑн пӳлӗмӗнче, кӗске кӑмака сакки ҫине выртать те, шӑнӑрлӑ ҫара урисене вӗри чул ҫумне тӗрентерсе, ҫӗр хута тенӗ пекех пирус мӑкӑрлантарать. Калӑпӑр, тимлӗ, сисӗмлӗ чӗреллисем юлаҫҫӗ, анчах мӗн тӑваҫҫӗ-ха вӗсем? — Вӗсем каялла каяҫҫӗ! — тесе ячӗ Гленарван. Каҫхи тӗттӗм килсен, пӑрахут хӑйӗн яланхи ӗҫне тума пуҫӑнчӗ, киммисем те саланчӗҫ. Пирӗн патӑртан тарчӗ вӑл. Ҫӳреҫҫӗ вӗсем ҫиҫсе ялтӑракан площадьсенче, сулхӑн пуснӑ садсенче, чечексемпе фонтансем хушшисемпеле; хӑйсем, турӑ евӗр, ҫап-ҫутӑ, ӳкерсе-сӑнласа пама ҫук тулӑх савӑнӑҫлӑ, телейӗпе кӑмӑлӗ вӗсен нимле чӑрмава пӗлмеҫҫӗ, ни хуйхӑпа, ни намӑслӑхпа, ни нуша-тертпе тӗксӗмленмеҫҫӗ… Хӗвелтен аяккалла кайнӑҫемӗн кометӑн кӑпка хӳри тӗнче уҫлӑхӗнче саланса каять, комета вара каллех чул муклашки ҫеҫ пулса тӑрать, ӑна телескоппа та курма ҫук. Артамоновшӑн паллӑ пулчӗ: юлашкинчен Тихон ҫапах та ун ҫинчен кайса каласа панӑ, вара ӑна, чирлӗскере, арестленӗ. «Ф» пунктран пуҫласа ҫыран кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫалла пырать. Тупнӑ ҫӗрӗн кӑнтӑр енчи ҫыранне те пӗлсе ҫитесшӗнччӗ эпӗ, анчах вӑл вӑхӑтра эпир Харитон Лаптев ҫыранӗ тӑрӑх Енисей патнелле кайма шутларӑмӑр. Квакин, ӑна икӗ хутчен хӑваласа ҫитсе, ҫурӑмӗнчен чыша-чыша илчӗ. Тискер ҫынсем ӑҫта та пулин ҫывӑхра пулма пултарнӑ. Артём кӗрӗкне тӑхӑнчӗ те, ним сӑмах чӗнмесӗр, тула тухса кайрӗ. Анчах та вӑл Ангола ҫыранӗсем патне пырса тухни — ман вӑрттӑн ӗҫӗм! Иккӗмӗш хутра канашлу пынӑ самантра виҫҫӗмӗш хутӗнче васкавлӑн баррикада турӗҫ. — Вӑл ӗнтӗ паллах! — кӑмӑллӑнах килӗшрӗ Дымок, унтан, анасласа илсе, ҫапла ыйтрӗ: — Манӑн ҫывӑрас килет, Разметнов. — Манӑн урӑх ним те ҫук, — тесе пӗтӗм кӑмӑлтан ответлерӗ мустангер. Куна илтсен вара, ун сӑмаххисем тӗрӗсси пирки ним те иккӗленмелли юлмарӗ. Шыв ярӑмӗсем унра пӑсран нумайрах пек. Эпӗ пуринпе те туслӑччӗ: тутарпа — тутар, армяшкӑпа — армяшка, салтакпа — салтак, офицерпа — офицер. Монсеньора сирӗн алла памалла-и? Урайӗ хӑшпӗр вырӑнсенче ҫӗртен пӗр фут е фут ҫурӑ ҫӳлерех тӑрать. Ку чӗрчун пачах суккӑр иккен. Ҫавӑн пекех тата таҫта ҫак ҫывӑхри ҫӗрсенче каторжниксем тарса ҫӳрени ҫинчен те асӑнмарӗ, ӑна кайран мӗнле те пулсан Айртона ҫеҫ пӗлтереп терӗ. Эпир ҫӗр ҫине ҫӳлелле тухман-и вара? Ҫавӑн чухлӗ паттӑрлӑх ӑҫтан тухать-ха санӑн, эсӗ мана пӗр ҫекундлӑха та канӑҫ памастӑн вӗт. — Пурне те кӑларса яраҫҫӗ пуль тесе шутлатӑп эпӗ! Мана вӑл пӗрре кӑна мар каланӑ сан ҫинчен. — Мӗнле пӗтӗмлетесси ҫинчен каларӑр эсир? Михайло, пичӗпе сухалӗ ҫумне ҫыпӑҫнӑ пылчӑка, юнне шӑлса, каялла ҫаврӑнса пӑхкаласа, чӗнмесӗр тӑчӗ. Ак ҫапла… Ҫак хаяр туйӑм пирӗн чунра вӗчӗлтетсех тӑни вӑл, тискер вӑрҫа кӗрсен, унта-кунта вилӗм курнӑ хушӑра та паттӑра тухма хӗтӗртет. Капитанӑн пурнӑҫӗ нихӑҫан та ку таранччен ҫавӑн пек хӑрушлӑхра пулман-мӗн. Чухлатӑп вӑл мӗншӗн кунта килнине. Кашни шуйттан мӗн тӑвас килнӗ, ҫавна тӑвать ӗнтӗ, Житейкин та мана канӑҫ парас ҫук. Каялла ҫаврӑнтӑм, хыҫалти алӑкран картиш вӗҫне тухрӑм, унтан Недко бай кӗҫӗн алӑкӗнчен иртрӗм те Махмудкинсен картишне кӗтӗм, йысна ывӑлӗ Генко пуҫтарса хунӑ тислӗк купи хӗррипе пырса тӳрех конака ҫаклантӑм… Тӗревсӗр тӑратса хӑвараҫҫӗ… Ҫавӑ ҫав… вӑл халӗ ман патӑмра пурӑнать. Юнани хӑйне мӗнле те пулин пырса тивнине вӑл кӑшт та палӑртмарӗ. Кӑшт тӑрсанах тарҫи кӗчӗ те, Спицына кӳми хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Сен-Мишель бухта хӗрринчи юхса тӑракан хӑйӑрлӑ ҫыран хӑйӗн чиккисене яланах сисӗнкӗсӗр улӑштарса куҫса пырать. Суккӑр куҫ пек хӗсӗк кантӑксене е чаршав карнӑ, е хупӑлчисемпе хупса хунӑ. Мӗн мурӗ тӗртрӗ мана — сана шанса яма! Испанецсен унтан ҫав тери хӑратчӗҫ, сирӗн умӑрта, сэр, йышӑнатӑп, вӑл англичанин пулнишӗн эпӗ хӑшпӗр чухне мухтаннӑ та. Кусене мана пурне те атте илсе панӑ, вӑл мана тӗнчери чи чаплӑ йӗкӗте качча парасшӑн!» Хӑйсен пурнӑҫӗ те вӗсен пӗртен пӗр ҫар совечӗ татса калассинчен килнине пит лайӑх ӑнланчӗҫ. Урамра пухӑнмалли сигнал хыттӑн выляса ячӗ. Ҫак сасӑ Павела шухӑшӗнчен вӑратрӗ. Эпӗ — учлет! (Вӑл аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслесе тытрӗ.) Кӑвайт чӗртсен тискер кайӑксенчен сыхланма аван. Анчах Ҫӗнӗ Зеландире, маориецсене хӑйсене шутламасан, тигр та, упа та, арслан та тата ытти ҫавӑн пек тискер кайӑксем те ҫук. Ҫавӑнпа та кӑвайт чӗртни ҫав икураллӑ ягуарсене анчах илӗртме пултарать. Эпӗ унтан, ӑна мӗн кирлӗ тесе ыйтрӑм, вӑл вара ром ыйтрӗ. Эпӗ вӑл хушнине тӑвас тесе пӳлӗмрен чупса тухма тытӑннӑччӗ, анчах вӑл сӗтел хушшине ларчӗ те, каллех мана хӑй патне пыма чӗнчӗ. Пӗлӗт таткаланчӑкӗсем — ҫанталӑк пӑсӑласса пӗлтерекен пирвайхи хыпарҫӑсем, — аялтанах шӑваҫҫӗ. Пӑчӑ июль каҫӗнче, тӳпе ҫӑра та хура пӗлӗтсемпе карӑнса тӑнӑ чух, юханшыв ҫинче мӗн пурри пурте темӗн усала сиссе шӑпланса тӑнӑ чух, вӗсем Хусана ҫитсе, Услон патне пысӑк караван хыҫне чарӑннӑ. Пуп валли ҫыртмалли хатӗрлӗр, Маякин кум патне чуптарӑр! Щукин дворӗнчи картинӑсем сутакан лавкка умӗнче чарӑннӑ чухлӗ халӑх урӑх ниҫта та чарӑнса тӑмасть. Эсир каланӑ пек пултӑр эппин. Каҫалапа тин шухӑшсем улшӑнчӗҫ, ачана хуҫи патӗнчен тухса тарнӑ Джим ятлӑ ватӑ негр вӗлернӗ терӗҫ. Шухӑшласа тӑма вӑхӑт юлмарӗ. Манатӑр эсир, вӗсем пулман пулсан, пирӗн вара классификаци те пулмасчӗ — ҫав мӗнпур отрядсем, родсем, семействӑсем, подсеме… Темиҫе секунд хушши вӑл ман ҫине пӗрре сылтӑм енчен, тепре сулахайран чупса килес пек пӑркаланчӗ. Эпӗ те кӑштах сулахаялла е сылтӑмалла ҫаврӑнса тӑратӑп. Шартлама сивӗ хӗл килсе колоние йӑлтах пушатса хӑварнӑ, ҫитменнине тырӑ пулманнипе пулнӑ выҫлӑх хӗл сиввинчен хӑтӑлса юлнисене вӗлерсе пӗтернӗ. — Пӗлместӗп, — ответленӗ Бурмин, — мана венчет тунӑ ял мӗн ятлине те пӗлместӗп, хӑш станцӑран кайнине те астумастӑп. — Ун сӑмахӗсем кулӑшла пулма пултараҫҫӗ, анчах ун туйӑмӗ те; эсир паян мӗн туни те кулӑшла мар. Вӑл тата вӗҫӗм-сӗрех: «parlez donc frangais», тесе ҫулӑхать, ҫав вӑхӑтра пирӗн юри пекех вырӑсла пакӑлтатас килет; е тата апатланнӑ чух — пӗр-пӗр апатӑн тутине пӗлсе ҫитетӗн те никам та ан чӑрмантарттӑрччӗ тесе ҫиетӗн, ҫав вӑхӑтра вӑл асӑрхаттаратех: «Mangez donc avec du pian» е тата «Comment ce gue vous tenez votre fourchette?» Ҫынсенчен нумайӑшӗ малта кам пынине пӗлмен, анчах пурте ун влаҫне туйнӑ, хавассӑн, ним шарламасӑр ӑна пӑхӑнса пынӑ, мӗншӗн тесен вӑл вӗсене пурин те каяс килнӗ ҫӗрелле ертсе кайнӑ… — Питӗ аван! Вӑл чул ҫинчен тӑчӗ те ҫул урлӑ каҫрӗ, унтан вара туйипе ҫӗре хыпашласа, Лопуховсен пахчи патнелле хуллен, сыхлансарах утрӗ. Марс ҫинче атмосфера пур, анчах вӑл питӗ шӗвӗ. Хавас кулӑ унӑн сарлака тутисене уҫрӗ те, ку йӑлтӑрашу тутасем ҫинчен текех ҫухалмарӗ. Павел амӑшне «эсӗ» мар, «эсир» теекен, ӑна «аннеҫӗм» тесе чӗнекен пулчӗ, пӗррехинче, сасартӑк йӑвашланса:— Эсӗр, анне, тархасшӑн ан пӑшӑрханӑр, эпӗ паян киле кая юлса таврӑнатӑп… — тесе хучӗ. Вӑл хуллен кулса ячӗ: унӑн планне йышӑнни паха пек туйӑннӑ — пурпӗрех мар-и ӗнтӗ вӑл? Лайӑх ҫеҫ пултӑр! Хам та чакатӑп, суранӑмсем сураҫҫӗ, шарӑх, шыв ӗҫес килни тарӑхтарать, вӗсенчен те кансӗрри — ниҫтан хӑтӑлайми салхуллӑ шухӑшсем, вӗсем те ҫав ҫынсенчен хӑпма пӗлмен йӗрӗнтерсе сӗрлекен хытӑ шӑнасем пек йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ. Ҫӗр тӳлек те сивӗ. Уйӑх та, ҫӑлтӑрсем те ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса, площаде тата виселицӑна ҫутатса тӑраҫҫӗ. Тӑнлавӗнче юн талтлатать, сайралнӑ сывлӑш пӑрлӑ пушӑпа ҫапать. — Эпӗ-и? — терӗ Джемма. Вара фон Рихтер г-н, ҫавӑн пекех такӑна-такӑна, кампа, миҫе сехетре, хӑш вырӑнта калаҫса татӑлмалли ҫинчен ыйтрӗ. Артур васкаса тумланчӗ те алӑка уҫрӗ. Тепӗр ҫур сехетрен Машӑн ашшӗ-амӑшӗн кил-ҫуртне, хӑйӗн пӳлӗмне тата лӑпкӑ иртнӗ хӗр пурӑнӑҫне ӗмӗрлӗхех пӑрахса хӑвармалла… Рене-Жан сиксе тӑчӗ; ун хыҫҫӑн Гро-Ален, Гро-Ален хыҫҫӑн Жоржетта сиксе тӑчӗ. Тепӗр ирхине, хамӑр хуҫасем таҫта тухса кайсан, вӑл сӑмси ҫинче тата куҫӗ патӗнче шыҫса ларнине пӳрнипе сӑтӑркаласа мана тус пек каларӗ: — Эпӗ сана хам ирӗкпе тапӑнтӑм тетӗн-им? Джемма ун еннелле ҫаврӑнчӗ. Чӑнах та, вунтӑххӑрмӗш ӗмӗрте мӗнле кастӑсем пулма пултарччӑр-ха? Хӗр ҫавӑнтах сиксе илчӗ те пӳлӗме каялла таврӑнчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка та хыттӑн хупса питӗрчӗ, сехри хӑпнипе ниҫта кайса кӗреймесӗр ӑҫта та пулин пытанасшӑн пулса катари кӗтесселле сӗкӗнчӗ. Мӗн вӑл — пӗчӗк ача-им? Акӑ ӗнтӗ, ачасем, куратӑр-и? Ҫын хӑйне штыкпа чикме пултарасса та, каторгӑпа хӑналасса та пӗлнӗ, ҫапах та — кайнӑ. Анчах кун пек пулса тӑни Гленарван мӗнпур планӗсемпе ӗмӗчӗсене салатса пӑрахрӗ. Чӑнах та, Гарри Грант кациксен аллинчи тыткӑнра пулсан, ӑна пампассен ҫурҫӗр енчи чиккине хӑйсемпе пӗрлех илсе каймалла вӗсем. Ҫийӗнчех нумай пурӑнма хушӑп. Ун хыҫҫӑн Клещов та ҫухалчӗ, — авланнӑ та уезда пурӑнма куҫнӑ, унта вара хӑмӑт таврашӗ тӑвакан мастерской уҫнӑ терӗҫ. …Эпӗ хӑмӑт ӑстин юррисене хуҫа умӗнче ҫав тери тӑрӑшса мухтаттӑм, пӗрре вӑл маяа каларӗ: — Кайса итлесе пӑхас пулать… — терӗ. — Сводка, сводка, Верховнӑйӑн приказӗ, фронтсенче пулса иртекен ӗҫсем — акӑ мӗн халӗ чи кирли». Дегтярев службӑна хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын, тӳсӗмлӗ, шанчӑклӑ, кирек хӑҫан та хавас та савӑнӑҫлӑ пулма лайӑхах вӗренсе ҫитнӗскер. — Вуникӗ ҫул… Ҫирӗм ултӑ ҫынран халӗ эпир ҫиччӗшӗ ҫине ҫеҫ шанма пултарнӑ. Илемлӗ куҫӗн хупанкисем ун ҫурма хупӑнчӗҫ, пӗтӗм питӗнче вара мӗскер-тӗр хӑй патне илӗртсе йыхӑраканни, шантараканни, чӑтӑмсӑрлӑхпа асаплантараканни ҫиҫсе хӗмленчӗ. Ҫӗнӗ Зеландири харкашусем Эдемран ишсе тухнӑранпа тӑватӑ кун иртсен, «Макари» Окленда ҫитиччен каймалли ҫула виҫӗ пайӗнчен икӗ пайне те каяймарӗ. Халӗ уншӑн чи йывӑрри вӑл — хуть те епле те ҫавранма пултаракан, итлекен чӑн-чӑн урасем вырӑнне чӗркуҫҫисенчен чӗнсемпе ҫыхса лартнӑ сӑран япаласемпе ташласси, вӗсене пӗлекен тӑвасси пулнӑ. Ку вӑл — пирӗн эрехсен пуҫлӑхӗ. Ла-а-йӑх матка! Батумпа Новороссийск хушшинче нефть тавраш турттарса ҫӳрекен карапсем ҫинче те вӑл мар, эпӗ ҫамрӑк чух матрос пулса ҫӳренӗ тейӗн. 30 пус… Перссене курнӑ-и, — хайхи ярмаркӑра: шептала, урюк фисташка?.. — Икӗ минут та йӗркеллӗ пулас килмест, манӑн тусӑм. Пурнӑҫ та, вилӗм те ҫавӑн тӗшне тӑмаҫҫӗ. Аялта шав илтӗнет. Акӑ мӗнле ӗнтӗ вӗсен планӗ. — Лар ӗнтӗ, — терӗ Елена ун ҫине пӑхмасӑр, хӑй ҫумӗнчи вырӑна кӑтартса. — Кама ӗнентерес тетӗн-ха эсӗ? Марийка вӗсем ҫине кулкаласа пӑхса илчӗ те, сассине выляткаласа, сӑмах хушрӗ. Вӑл пуҫне сӗнксе, аллипе патакӗ ҫине таянса ларать. Иван Никифорович пурне те чуптурӗ, кашнинех: «Питӗ тав тӑватӑп», тесе сӑмах хушрӗ. Май килет пулсан, халь каялла йӗр тӑрӑх каяс пулать те, хуҫӑк таканлӑ лаша сунарта ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑй хуҫине ӑҫта леҫсе хӑварнине пӗлес пулать. — Пирӗннисем шырама ӑҫта кайрӗҫ? Кам кунта турра ӗненекен пур? Чӑтлӑх хыҫа юлчӗ, эпӗ тата хытӑрах чупрӑм, унччен нихӑҫан та ҫакнашкал хытӑ чупса курман пулӗ. Эпӗ чуниллисенчен инҫете тарас тесе умри ҫула тиркесе тӑмасӑр ыткӑнтӑм. Кашни утӑмрах кӑмӑл тата хытӑрах сехӗрленет, юлашкинчен нимӗн пӗлмиех пултӑм. — Темиҫе сехет хушши ӗнтӗ. «Вара вӗсем килте мӗн пурӗ те пӗр эрне ҫеҫ пулаҫҫӗ-и?» хурланса, куҫӗсенчен куҫҫуль юхтарсах каласа хучӗ ырхан ватӑ амӑшӗ. Ҫавӑнтах, пирӗн пӳлӗмре, манӑн аллӑмсене сӗтел хӗррине хучӗҫ. Мӗншӗн ҫав хӗрарӑма коммунизмла воспитани памарӑн-ха? Ытти ҫӑлтӑрсем хушшинче тӳпери чи ҫутӑ ҫӑлтӑрсене кӑна хӑйсен ячӗсене панӑ. Хирӗҫ пулакан салтаксем вӗсене Лозневой ӑҫтине кӑтартса ячӗҫ, вӗсем вара, умлӑ-хыҫлӑн тӑсӑлса, хӑрӑк-харӑка ҫатӑртаттарса, хӗвеланӑҫ еннелле, вӑрман хӗрринелле ҫул тытрӗҫ. Хӑш-пӗр чух чӳрече кантӑкӗсене юр кӗрпи сапкаласа илет. — Мана хурӑн ҫине ҫакни хӑяматне, юрӗ-ха вӑл! Вӑл гостинӑя кӗнӗ те… хытса кайнӑ! Андрей кӑштах пӗшкӗннӗ те, вӑрӑммӑн яра-яра пусса, ҫаврӑнса пӑхмасӑрах малалла утать; нимӗҫӗн урисем ҫӗртен сӗтӗрӗнсе пыраҫҫӗ. «Эпир, — тет вӑл мана, — йытӑсем пек, уйӑха уласа вӗретпӗр». — Пӗтӗмпех йӑлӑхтарчӗ, Кука! — терӗ те анасласа илчӗ Веткин. — Ҫапла пулмасӑр, — терӗ ӑна Джон Мангльс. Ял Совечӗ умӗнче ларакан пирамида пек тирек йывӑҫҫи чуна кичемлетмеллех ҫӳллӗ те тӗттӗм пӗлӗтелле хура ҫурта евӗр яшт тӳррӗн кармашса ҫӗкленет. — Саня, нимех те мар, эпӗ ҫывӑрас тесе аса та илместӗп, — мӑкӑртатать вӑл, унтан вӑйпах куҫне уҫма тӑрӑшать. — «Пулас килет». Вара вӑл мана аллине тӑсса парӗ, эпӗ ӑна тытса чӑмӑртӑп та калӑп: «Хам юратнине пуш сӑмахсемпе мар, ӗҫпе кӑтартӑп». Шурочка куҫӗсене хыттӑн хӗссе лартрӗ те пуҫне ашкӑнчӑклӑн сулкаларӗ, ҫавна май сапаланчӑк ҫӳҫ пайӑркисем ун ҫамки ҫинче йӑлт та йӑлт сиккелесе тӑчӗҫ. Хамӑн пурнӑҫри хама тивӗҫ ӗҫсенче эпӗ яланах ҫав тери йӗркесӗр кая юлса пынӑ — нихҫан та вӑхӑт пулман манӑн, анчах халӗ ӗнтӗ пуҫӗпех кая юлтӑм пулас… Унӑн сиксе тухас пек куҫӗ тискеррӗн курӑнчӗ, ҫӳҫӗ йӑлт тӑраткаланса кайнӑ, аллисемпе сулкалашать, тем туртӑна-туртӑна илет, шӑлне шӑтӑртаттарать. Ҫӑкӑрӗпе ашне ҫуррине ҫисен, юлашкине сунарҫӑ каялла хутаҫа чикнӗ те ӑна йывӑҫ ҫине ҫакса янӑ. Никама курӑнман батальонсем тӑшмана сыхласа тӑнӑ. Эпир ӗҫнӗ-ҫинӗшӗн тӳлерӗмӗр те тухса кайрӑмӑр. Ҫынсем пурте сана тав тӑвӗҫ… — Эсир тӑлӑх: кам та пулсан кӳрентернине е тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ пулӑшу ыйтма килмен-и-ха? Вӑл ӗнтӗ ҫын пек мар, лаша кӗлеткиллӗ выльӑх пек, анчах ҫӳллӗшӗ башня пек пулнӑ. Аллея хӗррипе ҫӑра виноград явӑнса ӳсет. Газон вӑтаҫӗрӗнче сад ӑстаҫи тарать, вӑрӑм розӑсене шыв сапать. Арӑмӑн кӳренни, тарӑхни иртсе кайрӗ пулас, вӑл ун ҫине пӑхса илчӗ те уншӑн тӑрӑшма хатӗрленчӗ. Ҫавӑн пек туйӑнчӗ мана. Ӗнер вара эсир кулаксене тустарма хатӗрленни ҫинчен пӗлтӗм. — Пӗлместӗп вӑл мӗншӗн килменнине. Географ Австралине пиншак тӑхӑннӑ дикарьсене курма килмен. — Хӑҫан кӑна ҫырса хума ӗлкӗртӗн-ха эсӗ? Выҫлӑх, йывӑр сывлӑш тата ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсем унӑн сывлӑхне начарлатнӑ. Унӑн пӗтӗм шӑм-шакки ыратнӑ, полковник сасси унӑн чӗрине тимӗр ҫине чӗрсе хаяр сасӑ кӑларнӑ чухнехи пек ыраттарчӗ. Ҫакӑнтах, кӑвайт умӗнче, Давыдов Разметнова ҫыру ҫырчӗ. Дубцов вара халех, пӗр тӑхтамасӑр, ҫутӑласса кӗтсе тӑмасӑр, виҫҫӗмӗш бригадӑран вӑкӑрсемпе плугсем апат тӗлне илсе килес тата ӗҫлеме юратакан плугарьсене Любишкинпа пӗрле хӑй суйласа илес тесе, хутора кайма пулчӗ. — «Мӗнле, тетӗп, ҫапла теветкеллӗ хӑтланатӑн-ха? Вӗсем миҫен иккенне пӗлмесӗрех хӑвалама пуҫланӑ? Марчев Зли-долӑран васкаса таврӑнчӗ, сывлӑшне аран ҫавӑрать хӑй. Пӗр эрне маларах, пысӑках мар приход чиркӗвӗнче шӑппӑн, пӗр свидетельсӗр пекех, икӗ мӑшӑра венчет турӗҫ: Аркадипе Катяна тата Николай Петровичпа Феничкӑна. Эпӗ пулсан — каяс ҫук, хӑрушӑ! — терӗ Власова. Анчах дачансен милӗнче 7 километр ытларах пулнине тата ҫулӗ те начаррине пӗлсен, вӑл ҫич-сакӑр кунтан ҫитмелле пулсан та килӗшрӗ. Эпӗ хӑраса ӳкнӗ пек пултӑм та ыйтатӑп: — Мӗскер пулнӑ вара? — Ҫук, иккӗмӗш номерне, хӗрес айӗнчине. Эпӗ сан кӑкӑрна ҫурса чӗрӳне кӑларса илӗттӗм, хӑвӑн пуҫупа пӗрле юлташусен пуҫӗсене те ӗмӗрлӗхех тӗкмесем тӑррине тӑхӑнтарса лартӑттӑм. Анчах унӑн ҫапла пурӑннӑ вӑхӑчӗсем вӑл калла килсессӗнех нимӗн шарламасӑр е систермесӗр мисс Сетби сӗтелли ҫине ылттӑн укҫасем кӑларса хунӑ хыҫҫӑн манӑҫа тухса пынӑ. Амӑшӗ ялав патӗнче малта хӑй пӗлнӗ ҫынсем палламан ҫынсемпе хутшӑнса, вӗсем ҫине таяннӑ пек пулса тӑнӑ ҫӗрелле хӗсӗнсе кӗчӗ. Эпӗ ӑна аллинчен тытса чӳрече патне ҫавӑтса кайрӑм. Икӗ енӗ те ҫӗрӗпех ҫапӑҫӑва хатӗрленсе ирттерчӗҫ. Аллинче мексиканец корзинка тытса пыратчӗ, корзинка мистер Мориса хальтерех ҫеҫ илсе пырса панӑ корзинкӑпа пӗр пекехчӗ. Ҫав шухӑшсенчен хӑтӑлас тесе, вӑл кашни станцирех эрех ӗҫрӗ. — Хам та санпала пыратӑп… килӗшетӗн-и? Ачаш арӑмӗ ырӑ ҫынсем патӗнчен мӗн те пулин илсе килсен, вӑл япалана кирек хӑҫан та упӑшкинчен аяккарах пытарса хунӑ, упӑшки мӗн те пулин тупса килсен вара, арӑмӗ ӑна, хупахра сутса ӗҫме ӗлкӗриччен, вӑйпах туртса илчӗ. Тантӑшӗсемпе танлаштарсан, Дик ытлашши калаҫма та, хӑлаҫланма та юратман. Вӑл куҫӗпе пӗр пӑнча тӗллерӗ, пӗчӗкҫӗ кимӗ пек тунӑ ал лаппине ҫӳлелле ҫӗклерӗ, вара сасартӑк ҫӗр ҫине хырӑмӗпе ӳкрӗ те хайхи аллипе курӑка ҫапрӗ. — Ме-ха, акӑ сана! — Тыт ӑна, тыт! Цвета лара-тӑра пӗлмест! Пур енне те пӑхкаласах тӑрать. Ахаль вӑл пырать, чипер хӗр. Говэн пӗрре сыпса кружкине ӑна пачӗ. Тикӗс уй варринче хӗрӗн пысӑках мар тӗттӗм кӗлетки пӗччен сулӑнкаласа пырать. Уттар, паттюшка, уттар… Вӑрҫма юратакан пахалӑхсем пире кирлӗ пулӗҫ-ха. Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑм. Ӗҫсем япӑх капла! Вӑрман хӗрринчи салтаксем, пӗр-пӗрне кӑшкӑркаласа, уялла чупрӗҫ. Хӗрринчи лампочкӑран коридора тухакан провода хӑвӑрт пӑхса илсе, вӑл тӗрӗсех иккенне пӗлчӗ те Корчагин, малалла пӑсӑк тӗл шыраса, салон-вагонран тухрӗ. Крэнкбиль аллӑ ҫул хушши ӗнтӗ иртен пуҫласа каҫчен утнӑ. Ҫитменнине ҫак мӗнпур пек айӑпсем ҫав нимӗне тӑман сурӑхсемпе чӑхсем пиркиех пулчӗҫ-ҫке-ха, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ, вилсе пӗтменскерсене! Кунсӑр пуҫне тата эпӗ ӗлӗк шуррисем енче пулнӑ ҫынсенчен хӑшне-пӗрне, колхоза тормоз ҫине ларса анаканнисене, хӑраткаласа та пӑхнӑ. Ҫавӑншӑн вара айӑпа кӗтӗм пулать. Чура сутуҫи ку ҫамрӑк кам иккенне, вӑл кунта мӗнле лекнине, Кванзӑра лагере тытса хупнине пӗлет пулас. — Мӗн ҫип-ҫанкӑ пек ҫыпҫӑнса лартӑн… ӑҫта эпӗ ӑна илсе кайӑп? Фабрика больниципе шкулӑн пысӑк чӳречисем ҫутӑ пӑр пек ялтӑртатса тӑнӑ; ҫӗр ҫийӗн пӗчӗкҫеҫ ҫынсем ӑсасем пек кумса ҫӳренӗ, вӗсем фабрикӑн вӗҫӗмсӗр ӗҫӗсене тунӑ, вӗсенчен те пӗчӗкрех ҫынсем фабрика поселокӗнчи хӑйӑр тӑрӑх чупкаланӑ. Комиссарӑн ывӑл ачи, пӗр пилӗк ҫулхискер, кӑтраланса хӑпарсарах тӑракан ҫӳҫлӗскер, ашшӗ пекех лара-тӑра пӗлменскер пулмалла, вӑл ҫаврака сӗтел умӗнче ларать, аллинче ун хӗвелпе ҫиҫсе тӑракан пысӑк улмасем. Халӗ, блокада вӑхӑтӗнче те шӑнса та выҫӑхса, ӗҫ туса та ыттисене пулӑшса, хӑйӗн таса чунӗн ҫуттипе вӑйне сарса пурӑннӑ вӑл. — Ну, тавтапуҫ! Матроссем те вӗсем пеккисемех, вӗсенчен урӑхла ҫеҫ тумланнӑ, анчах вӗсене, полицейскисем пек, команда парса тӑраҫҫӗ. Тӑшманӑн речӗсем сайралансах пыраҫҫӗ, кӗлтесем пек тӳнеҫҫӗ ляхсем! Таврара пурте ют, ытла та шавлӑ, тарӑхмалла ухмахла пулса пынӑ, пурте — Миронӑн хаяр сӑмахӗсенчен пуҫласа Васька-кочегарӑн пӗр шухӑшсӑр юррисем, аманнӑ пӗҫӗллӗ, милӗк пек арпашса кайнӑ ҫӳҫ-пуҫлӑ уксах мужик таранах; праҫниксенче Васька, кухаркӑна ҫавӑрма тӑрӑшса, кухня чӳречи умӗнче тӑнӑ та, купӑсне каласа, куҫӗсене хупса ҫухӑрнӑ: Сансӑр эп телейсӗр-ҫке. Эпӗ, тарӑхса куҫа хупрӑм та, часах ҫывӑрса та кайнӑ. — Ҫапла… ҫакнашкал акӑ… — сапаланчӑклӑн каласа хучӗ те именчӗклӗн шӑпланчӗ Николаев. — Пирӗн Вена Европӑри чи илемлӗ хула мар-им? Чӑннипе калӑр. Коля Колокольчиков сӑмах-мӗн чӗнсе тӑмарӗ, мулкач пек тапса сиксе, кишӗр йӑранӗсем урлӑ чупса каҫрӗ те хӳме леш енче пачах ҫухалчӗ. Дик Сэнд хӑй пухнӑ нумаях мар укҫа-тенкӗ вӗсене тӳлесе илме парасшӑн пулчӗ, анчах Джемс Уэлдон кун ҫинчен итлесшӗн те пулмарӗ. Ӑнлантӑн-и мана? — Назаркӑпа пӗрер каҫ уҫӑлса ҫӳреме вӗҫтерсе ҫитрӗмӗр, — тавӑрчӗ Лукашка, пушшипе лашине хӑмсаркаланӑ май хӗрсем ҫинелле пырса кӗрсе. «Вӑл питех те пултаруллӑ конспиратор, вӑл пирӗн пеккисен вунӑ ҫын тӗшне тӑрать, анчах ун ҫинчен урӑх нимӗн те калама май ҫук», тенӗ Галли. Эсӗ мӗн ҫыратӑн? — Епле апла тата вӑл? — пӑшӑрханса кӑшкӑрса илчӗ амӑшӗ. Часах кӑнтӑр ҫути пулмалла. Вӑл ҫутӑ пушӑ тӗрмене ҫутатса ярсанах, туземецсем вӗлермелле тунӑ ҫынсем тарни ҫинчен пӗлеҫҫӗ. Е эпир ҫыран хӗррине ҫитсе ӳкес пулсан, ан тив, ҫав ҫынсем — манӑн вӗсен ятне те асӑнас килмест — майӑн 29-мӗш кунне, хӑйсем вилӗмрен ҫӑлӑннӑ куна, ҫулсеренех уяв туса асӑнччӑр. Отец Алексей уншӑн тӗн йӑлисемпе кӗлтурӗ. Ӑна соборласан, кӑкӑрне святой миропа сӗрсен, унӑн пӗр куҫӗ уҫӑлнӑ та — чиркӳ тумне тӑхӑннӑ пачӑшкӑна, тӗтӗм кӑларан кадилӑпа турӑ умӗнчи ҫуртасене курсан, вилнӗ пек сӑн-пит ҫинче самантрах темӗскер шикленсе чӗтренӗн туйӑнса кайнӑ. Санин пуринпе те темиҫе хут сывпуллашса илчӗ, пурне те ыран куриччен! — тесе темиҫе хут алӑ пачӗ те (Эмиле вӑл чуптуса та илчӗ), килне тухса утрӗ. Санин пӗрре кулакан, тепре шухӑша каякан, лӑпкӑ та хӑш чухне ҫынна та асӑрхаман, анчах яланах илӗртсе тӑракан кӑмӑллӑ хӗрӗн сӑнарне хӑй ӑшӗнче илсе кайрӗ. Вӑтанман, намӑссӑрла илемпе ялтӑраса кайрӗ ҫав пит, Ромашов вара, ӑнланмасӑраххӑн вӑрттӑнла инстинктпа кӑна, хӑйӗнче те Шурочкӑна ярса тытнӑ хӗрӳ пӑлхану пуррине туйса илчӗ, аллисемпе урисем, кӑкарӗ тӑрӑх пылаккӑн чупакан чӗтӗреврен туйса, уйӑрса илчӗ вӑл ҫакна. Пирӗн икӗ ача вилчӗ ӗнтӗ. Энрико коридора тухрӗ. Артур ун хыҫӗнчен утрӗ. Тарӑхса кайнӑ Полевых ӑна хатӑрма тытӑнать, анчах Хороводько ун ҫине нимӗн ӑнланман куҫӗсемпе ҫеҫ пӑхса илет. Ваше… Пӗр сӑмахпа, ҫапӑҫура ҫухатнӑ урисемшӗн вӑл нимӗҫсене питӗ лайӑх тавӑрнӑ. Хамӑр сывланисӗр пуҫне, — сывламасӑр пурӑнма вара май ҫук, — атмосфера тата Ҫӗре сехетрен, секундсерен ӳкме пултаракан пысӑк е пӗчӗк пӗлӗт снарячӗсенчен — метеоритсенчен ҫирӗп питлӗх евӗр сыхлать. Ҫакӑ чи лайӑх мел. Тен, вӗсем хӑйсен садне мана йӑнӑшпа лекнӗ тесе шутларӗҫ пулӗ. Ҫав тамӑка пула ӗҫке ерсе каяҫҫӗ, перӗнсе вилеҫҫӗ е пӗр- пӗрне наркӑмӑш ӗҫтерсе вӗлереҫҫӗ, — хӑвӑртран та хӑвӑртрах, никама та сӑмах хушма памасӑр, ытларан та ытларах хӗрсе кайса калаҫрӗ вӑл. Эп пӗлетӗп акӑ, мӗншӗн тесен… пӗлесшӗн пулнӑ, — терӗ Кораблев хӑвӑрттӑн. Ҫур ҫӗр тӗлнелле Джо вӑранчӗ, юлташӗсене те вӑратрӗ. Яковӑн калавӗ намӑссӑрласкер, анчах йӗрӗнмеллескер мар, унта мухтанса калани ҫук, унта хытӑ чӗреллӗх ҫук, тем айвантарах пулни тата пӑртак хурланни илтӗнет. Ҫил пуҫӑнти шлепкӳне е картузна вӗҫтерсе ӳкерет, форточкӑна ҫапӑнтарса кантӑка ватать, анчах кусем пирки сӑмахламалӑх та ҫук, пӗчӗк инкексем вӗсем. Анчах Киш ҫапла малалла та хыттӑн каланӑ: — Эпӗ ҫакна каласшӑн, ман атте Бок, чаплӑ сунарҫӑ пулнӑ. Тен, ку тӗлте мӗнле те пулсан туземецсен йӑхӗ темиҫе кун пурӑнса ирттернӗ пуль? Эпӗ сывлӑш ҫавӑрса илме те, янах шӑммисем чӗтренине чарма та пултараймарӑм. Бурсӑна вӗренме кӗрекен мӗнпур ачасем пекех, вӗсем ун чухне нимӗн те пӗлмен, ирӗке ҫеҫ вӗреннӗ пулнӑ, унта вара вӗсем кӑшт ӑс-хакӑл пуҫтарнӑ, пурне те пӗр евӗрлӗх кӗртекен пӗтӗмӗшле пӗлӳсем туяннӑ. Мана ӗненсе тата тӗрӗссипе пулӑшса тӑрсан, эпӗ сана фельдмаршал та е князь та тӑвӑп. Ыталаннипех ҫывӑрса каяс мар тесе, тата амӑшӗ курса ырӑ мар ан шухӑшлатӑр тесе, вӗсем уйӑрӑлчӗҫ. — Эсир ҫав Антантӑпа халӗ питӗ килӗштеретӗр вӗт-ха! — Кунта килӗр, хӗрарӑмсем!.. Зала кӗрсен Чартков картина умне пухӑнса тӑнӑ ҫынсене курчӗ. Ҫуран утса пыракан ҫын ӑна хирӗҫ пулсан асӑрхануллӑн каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса ҫав тери ҫӳллӗ кӗлетке аякра ҫухалнине нумай вӑхӑт пӑхса тӑнӑ. — Эсӗ кун пек хӑтланма пӑрах! — Анчах, сэр, кун ҫинчен кашни матросах пӗлет, — тесе хирӗҫлерӗ ӑна капитан. Тӗрӗслерӗҫ. Мантӑм. — Майрана пушмакӗ кирлӗ те мар, вӑл ҫапах, кӑмӑллӑ приказчика курасшӑнах пырать те, ытлашши пушмак та илсе каять. Ҫапах та унӑн кӑмӑлне Копенгаген хулин кӑнтӑрпа хӗвеланӑҫӗ енчи Амак ятлӑ утрав ҫинчи пӗр чиркӳ тӑрри ытла та кӑмӑлне кайрӗ вара. — Ӑна пытарас умӗнхи икӗ кун хушшинче эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшлама пултарайман, терӗ малалла Артур питех те вӑйсӑр сасӑпа. Ал. Уҫҫӑн пек курӑнать. Елена Николаевна чарӑнчӗ те ӑна ҫиленнӗрен мар, хӑй тарӑн шухӑша кайнипе ҫийӗнчех Шубина хирӗҫ чӗнмерӗ. Отлично! Халӗ мана, Букина тата тӑватӑ ҫынна кӑларса ячӗҫ. Ҫавӑнпа та хула ҫыннисене, колонист-фермерсемпе скваттерсене асӑрхавлӑрах пулма сӗнетпӗр, вӗсене тытма ҫӑмӑл пултӑр тесе, илтнӗ хыпарсем пулсан, Мельбурна пӗлтерме ыйтатпӑр. Томӑн алли айӗнчех тыткалама питех те меллӗ тӑпра муклашкисем тупӑнчӗҫ, ҫав муклашкасем пӗр самантрах сывлӑшра вӗҫме тапратрӗҫ. Вӗсем Сид ҫинелле темӗн пек вӑйлӑ пӑр ҫунӑ евӗрлех тӑкӑнчӗҫ. Тӗлӗнсе хытса кайнӑ Полли мӑнаккӑшӗ Сида ҫӑлма ӗлкӗриччен пӗр улт-ҫичӗ муклашкийӗ тӗлленӗ ҫӗре, пырса та лекрӗ. Том хӳме урлӑ каҫрӗ те вӗҫтере пачӗ. Ман ӑшчик пит те тӑвӑрланса ҫитрӗ. — Ку вара питӗ кирлӗ япала, — тесе хучӗ Джон Мангльс. Пӗрремӗш ҫӑлтӑр — Проксима сӳнни пире тӑватӑ ҫултан кӑна курӑннӑ пулӗччӗ; телескопсем витӗр пӑхакан астрономсемшӗн кӑна сӳнет вӑл, ахаль куҫпа вӑл пурпӗрех пире курӑнмасть. Сиртен чылайӑшӗн арӑм тата ачасем пур. Эпӗ пӑрӑнса чупса иртесшӗнчӗ, атте мана алӑран ярса тытрӗ те:— Айта-ха манпа пӗрле, чунӑм! — терӗ хаяррӑн. Пӗр-пӗрне тӗрткелесе те хӗстере-хӗстере хурса, хупах хӳмипе пусмине йӑлтах ҫын кӗтӗве пӗвелесе лартнӑ; курак ҫине, лавсен сулхӑнне вырнаҫнӑ та, Переброд хресченӗсем килнисемпе хутӑшса, пӑтрашӑнса кайнӑ. — Чӑх-чип! — терӗ Нургалей хӑвӑрттӑн. — Паян сад пахчине ӗҫлеме килесшӗнччӗ, — терӗ вӑл, кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, унтан вара ҫывӑрса кайрӗ. Ҫапла эпӗ, атьсем, ҫыврас умӗн тесе, турра кӗлтурӑм та картишӗнче ҫӳрекелесе пӑхрӑм. Палланӑ ҫын Шкулта эпӗ юлашки ҫул вӗренетӗп, тӗрӗссипе каласан, хӑнана ҫӳремелле мар ӗнтӗ, ярӑнса ҫӳремелле мар, уроксем хатӗрлемелле манӑн. Мускав эрехне илсе килчӗҫ, пӗтӗм тӗнчипе паллӑ, кӑвак шуҫ коробки ҫине «Gaviar russe» тесе ҫырса хунӑ паюс вӑлчи тупса килчӗҫ тата пӗр пӑт таякан сысна ҫурине ӑшаласа хучӗҫ. Вӑт эпӗ ҫавӑнта кайнӑ пулӑттӑм… Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл вӑранать те куҫне уҫать, унтан каллех хупать, тӗлӗк курать. Ҫакна Давыдов стана ҫитсен пӗлчӗ, халлӗхе вӑл Щукаре ӑсатса ячӗ те Разметнова лашана хытӑрах хӑвалама хушрӗ, вара часах вӗсем бригада станӗ патне пырса ҫитрӗҫ. — Эсир ӑҫта та пулин васкатӑр-и? — ыйтрӗ унран Голышев пӑртак калаҫмасӑр выртнӑ хыҫҫӑн, пӳлӗмре иккӗшӗ кӑна юлсан. Вӑл вӑрт-варт сиксе тӑчӗ, пуртенкине чӗркерӗ, аттине тӑхӑнчӗ — вара ҫак вӑхӑтра пуҫӗ вӗҫӗнче ҫуса тасатнӑ, ӑста, вӗтӗ ҫӗвӗпе ҫӗлесе лартнӑ тельняшкипе хӑйӗн таса катанпир кӗпине курчӗ. Килсем ҫывӑха, йӑмӑкӑмҫӑм манӑн! — Поповсем патне каяс пулать, — терӗ Яким. — Эсӗ, Спэнглер, чӑн калатӑн пулсан, сана чӑн-чӑн тухатмӑш теме пулать. — Ӗмӗр вӗҫленичченех, ним айӑпсӑрах нушаланма хушакан саккун ҫук. — Паянах ҫырма юрамӗ-ши, тӑванӑм? — Паянах-с куҫарса ҫыратӑп. Итлеме кӑмӑллӑ! Унтан вӗсем икӗ вӑрӑм хӗҫ туртса кӑларчӗҫ те (хӗҫӗсене герцог юман хӑмасенчен чутласа тунӑччӗ) тытӑҫса пӑхрӗҫ; герцог III-мӗш Ричард пулчӗ. Вӗсем сулӑ ҫинче кӗрмешнине, пӗр-пӗрин ҫине сике-сике ӳкнине чӑн та пӑхма тӑрать вара. — Мӗнле ытлашши? — куҫхаршисене пӗркелентерчӗ Разметнов. Рыбин ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ те:— Юратнипе вӑл! — терӗ куларах. Анчах пирӗншӗн пулсан ку ыйтун хаваслӑхӗ питех те сахал. Стайкӑпа Рада Клисурӑра чухнех паллашнӑччӗ-ха, иртнӗ кунхи хӗн-хура та вӗсем пӗрлех чӑтса ирттерчӗҫ… Отрядра виҫҫӗр ҫынтан ытла мар юлнӑ ӗнтӗ: вӗсен речӗ хаяр ҫапӑҫусенче нумай сайралнӑ. — Квартирантку килте-и? Тепӗр икӗ минутранах е маларах та вӑл пӗтӗм хуйхи-суйхине манса та кайрӗ. Твороженковсен ҫурчӗ ҫутӑлса кайрӗ, ун хыҫҫӑн — ыттисем те. Пире, сире пӗлекенсене пурне те, сирӗн хаяр логика тата кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ чи пӗчӗк ӗҫсене пӗтӗмлетсе пама пӗлни питӗ кирлӗ. Американски лаши мустанг хыҫҫӑн пынӑ. Мӗн чирпе килни ҫинчен ыйтма тытӑнать ак. — Тупрӑн тата! Хӑш чухне трактир хуҫи Клещовпа ӑмӑртма пултаракан ҫынсем шыраса тупатчӗ; хӑмӑт ӑсти юрӑ юрласа паратчӗ те, трактир хуҫи, ӑна мухтаса илсен, хумханса калатчӗ: — Кунта тата тепӗр юрлакан ҫын тупӑнчӗ-ха! Ҫак «заказра» эпир ҫав тери шӑплӑхпа шутсӑр нумай кайӑк пулнине куртӑмӑр, ҫавӑншӑн вара Аркадий Павлыч Софрона мухтаса ӑна ҫурӑмӗнчен лӑпкаса илчӗ. Ҫапӑҫас тӗлӗшрен те эсир мастерсем мар: пӗр пӗччен Грэя хирӗҫ сирӗн пиллӗкӗн тӑчӗҫ, вӑл вӗсене пурне те ҫӗнтерчӗ. Вӑл ҫамкине пӗркелентерчӗ те калать: «Паллах». Атте хӑй тухса кайнӑ чух пӳртре нихҫан та ҫӗҫӗ е урӑх ҫавнашкал ҫивӗч япаласем хӑвармасть: эпӗ, паллах, пур ҫӗрте те шыраса пӑхрӑм, тӗрӗссипе, пӗтӗм вӑхӑта ҫав ӗҫпе кӑна ирттертӗм — пурпӗр урӑх нимӗнле ӗҫ те ҫук-ҫке. Ҫук-ҫук та, салтака калатӑн: акӑ сана пӑшал, кӗҫҫе ӑшне пӑх. Ҫавӑнпа та наука енӗпе ӗҫлеме тӑрӑшакан кашни ҫыннӑнах чиркӳ сословине кӗмелле пулнӑ. Хӑшпӗр чух хурчӑка ҫеҫ тӑлӑх масар ҫийӗн вӗҫсе иртет. Вӑл харам апат ҫисе самӑрланса кайнӑ, ҫавӑнпа путнӑ вӑл, ухмах, кӑштах ҫӑмӑлтарах пулнӑ пулсан — пусӑ урлӑ вӑштах сиксе каҫнӑ пулӗччӗ! Шыв илсе килсен вара вӑл мана лекци вулама пуҫларӗ. — Ҫавна ӑнланас пулать, шуйттан! Хӑҫан ҫумӑр пулассине чӑхсем аван пӗлеҫҫӗ, вӑрманти кайӑксем те… Пухусенче ӑна нихҫан та сӑмах памаҫҫӗ; унта-кунта кайнӑ чухне Давыдов ним те шарламасть, пӗтӗмпех хӑй ӑшӗнче шухӑшлать; карчӑкӗ ҫамрӑк чухне те калаҫсах кайман. Пуҫтарса чикес пулать. Вӑл кайсан вара, пекарь ман умра мухтанать. Францире эпӗ супӑнь тӑратас енӗпе пӗр-пӗриншӗн питӗ усӑллӑ икӗ е виҫӗ договор турӑм. Эпӗ ҫапла тума хушатӑп! Эпӗ, каскӑн хӗрарӑм, санпалах пулсан, тӗнчери революциччен мар, нумаях та пурӑнаймӑп. Пӗр ушкӑнӗн хуторӑн тӑвалли пайне каймалла, иккӗмӗшӗн — анаталли пайне. Ун куҫӗсем ҫав тери уҫҫӑн та вӑйлӑн ҫуталчӗҫ, вӗсенчен е халех куҫҫуль шӑпӑртатса анассӑн, е вӑл ахӑлтатса кулса ярассӑн туйӑнчӗ. Вара салтаксем каллех салхулланса кайрӗҫ. Кан-Куму пӳрчӗ ыттисенчен пысӑкрах уйӑрӑлса тӑрать. Тинӗсрен тимӗр бетон молпа карта аса илнӗ гавань ҫырана хуҫӑлнӑ пӗкӗ пек авӑнса кӗнӗ. Ту хысакӗ тинӗс хӗррине ҫитсе татӑлать. Батальон икке уйӑрӑлса, инҫетрен ҫавӑрӑнса пырса, тӑшман хыҫне пырса тухрӗ те, нимӗн асӑрхаттармасӑр «урра» кӑшкӑрса, вокзала кӗрсе кайрӗ. Ытла илемлех мар пулсан та, пӗрре курсан манмалла мар, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫынна курма ӗмӗтленнӗ Джемма. Анчах ҫак ҫын пуринчен малтан капӑр тумланма тата хӑйне пысӑка хума юратни палӑрать. — Апла пулсан сирӗн, господин, кӑмӑллӑн кӑна алӑкран шаккамаллаччӗ те хӑвӑра каялла кӗртме ыйтмаллаччӗ. — Ют ҫынсем чӗннӗ пулсан. Художнике вара сасартӑк ӗҫ парса тултарчӗҫ. — Ан ҫап! — кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ халӑх хушшинчен. Чӗреслетсе ҫумӑр янипе вулкан сӑрчӗсем патӗнчи тикӗс вырӑнсенче виҫҫӗр фут ҫӳллӗшӗнче ларакан хула ҫурчӗсене аран-аран курса илме пулать. Эпӗ мар, негрсем тупнӑ ӑна — вӑл кунтан аякра мар, шыв кукринче, тункатаран ҫакланса ларнӑ, — вара ӑна йӑмрасем айне пытарнӑ; кайран ку сулла хӑшӗ илме тивӗҫ тесе тавлашма тапратнӑ та, ҫуйӑхни хӑлхана пырса кӗчӗ, эпӗ унта пырса шавлама чартӑм, сулӑ нихӑшне те лекмест, сулӑ пирӗн иксӗмӗрӗн терӗм. Павел картлашкапа чупса хӑпарчӗ те, яланхи пекех алӑка чышкипе шакканӑ хыҫҫӑн ответ кӗтсе илмесӗрех, пӳлӗме кӗрсе тӑчӗ. Пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те, виҫӗ официант пӗрер ҫӗклем таса мар чашӑк-тирӗк ҫӗклесе кӗчӗҫ. Ну, сӑмах кун ҫинчен мар-ха, хӑвӑн ҫӑмӑл ӗҫӳпе тӳрӗ мар пурнӑҫушӑн халӑх умӗнче отчет пама вӑхӑт ҫитмен-ха, вӑхӑт ҫитсен — парӑн акӑ! Кунта вӑрҫӑн йывӑр, пӑчӑ шӑрши — юнлӑ бинтсен, пӳрленнӗ сурансен, чӗрӗллех ҫӗрекен этем ӳчӗн шӑрши ҫирӗппӗн тытӑнса тӑнӑ, ӑна халӗ пӳлӗмсене темле уҫӑлтарни те пӗтерме пултарайман. Юлашкинчен пӳлӗме капитан йӑраланса кӗчӗ. Алӑка хупрӗ те, айӑккинелле пӑхмасӑр тӳрех хӑйӗн валли ирхи апат лартнӑ сӗтел патне утрӗ. Ҫав тери илемлӗ кӳлӗ Артура тӗксӗм те пӑтранчӑк шывлӑ Арвӑран сахалтарах кӑмӑла кайрӗ. Ярцевӑн шуранка пичӗ, ыратнӑ пек, чалӑшса илчӗ. — Астӑвӑр, ыран — асӑрханарах ҫӳрӗр! Тата мана хамӑн пурнӑҫ тӑршшӗнче кирлинчен те ытларах пуянлӑх панӑ ҫӗршыв, ҫӗнтерсе илнӗ ҫӗршыв. Тепӗр кун ирпе кӑвак ҫутӑпах вӑраннӑ Мэри Грантпа унӑн шӑлнӗ Малькольм-Кэстль картишӗнче уҫӑлса ҫӳретчӗҫ, ҫав вӑхӑтра сасартӑк кӳме кӗрлетсе килни илтӗнчӗ. Хӗрарӑмсемпе ачасем кӑшкӑрма тытӑннӑ, стариксем ҫав тери хытӑ чупса ҫывхаракан бизонсем валли иртсе кайма хуша пултӑр тесе, колоннӑна икӗ пая уйӑрма тӑрӑшнӑ. — Эпӗ пуҫна касасран та хӑрамастӑн-и эсӗ? Эх, эсӗ те ҫав! — Тӗрӗс, тӗрӗс. Чи малтан акӑ мӗншӗн: халь вӑл хӑнасене йышӑнма пултараймасть, ӑраснах хӗрарӑмсене. Унта сывлӑш питӗ таса, пысӑк хуласенче пулакан тӗтӗмпе хӑрӑм ӑна сӑнама кансӗрлемест. Анчах кунта шухӑшсене хӑйсене пичетленӗ пек пулса тухать, — епле-ха вӑл? Мересьева вӑл ялан:— Пить, пить, да пить же! — тесе ыйтнӑн туйӑнчӗ. Пӗр каҫхине Жухрай таврӑнмарӗ. — Говэн! — ирӗксӗрех каласа хучӗ вӑл. Ун хыҫҫӑн часах Шумскипе Староверов та тухса каяҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн музыка талантне кӑтартать. Пӑракана вараласа пӗтерӗн! Давыдов хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ. Пӑван, врач чӗркуҫҫийӗ ҫине таянса ҫӗкленчӗ те, чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе хӗрес ҫине тӗллесе пӑхрӗ. Ӑс-тӑн мӗн-мӗн тунине, алӑпа ӗҫлесе тунине пӗтӗмпех пӗр тан валеҫер! Тоня, ҫиллине чарса, ӑна пӳлнӗ: — Кам сана манпа ҫапла калаҫма ирӗк пачӗ? Яков Лукич «союза» пӗр вӑтӑр казака яхӑн явӑҫтарчӗ, вӗсене «союза» кӗни ҫинчен, хӑйпе калаҫни ҫинчен никама та калама юраманни пирки хытарсах асӑрхаттарчӗ. Шыва путса вилессине сиснӗ пекех, Вася ҫулла ачасемпе шыва кӗме кайсан, амӑшӗ хӑраса тӗпӗртетсе илетчӗ. Эпӗ лайӑх хатӗр туянтӑм: ватӑ кайӑкҫӑсемпе сӑмахлани мана нумай вӗрентрӗ, — эпӗ Кстов вӑрманне, Атӑл хӗррине пӗр вӑтӑр ҫухрӑма пӗчченех кайӑк тытма ҫӳреттӗм, — унта, мачта тума юракан хырлӑхра, кукӑрсӑмсасем тата паллакан ҫынсем юратакан аполлоновка-кӑсӑясем, вӑрӑм хӳреллӗ пит хитре шурӑ кайӑксем пурӑнатчӗҫ. Эпир запорожецсемпе пӗр тӑвансем пекех…» терӗ вӑрӑм жичӗ. Сулахай аллине король ҫаврака кӗмӗл тыткӑчлӑ патак тытнӑ, сылтӑммине — ахах тирсе илемлетнӗ шӑна вӗлермелли авӑрлӑ ҫапкӑч. Ӗлӗк-авал ҫынсем хӑйсене чӑнах та Ҫӗрӗн «ҫӳл енче» пурӑнатпӑр, тесе шухӑшланӑ, Ҫӗрӗн «аял енне» кайса ҫӳресси вара хӑрушӑ ӗҫ, тенӗ. Кунта эпӗ те хӑраса хытсах карӑм: карташ енчи чӳрече умӗнче, ҫурӑмне ман еннелле туса, пуҫне тайса, ҫамкипе кантӑк ҫумне тайӑнса, кухарка тӑнӑ пекех туйӑнса карӗ мана, — чӗрӗ чухне вӑл автансем вӑрҫнине пӑхса ҫавӑн пек тӑратчӗ. — Начар-им? — ыйтрӗ Марийка, пахча карти ҫинелле хӑпарса. Ҫапла ӗнтӗ ҫӗнӗ Конституци проекчӗ вӑл — утса тухнӑ ҫулсен итогӗ, кӗрешсе ҫӗнтерсе илнӗ ӗҫсен итогӗ пулса тӑрать. Эпе сирӗнпе ҫакнашкал тӗл пулма шутламанччӗ… Ҫапла вӗсем ҫырура «хур кӗтӗвӗ» тени сената пӗлтернипе, «уксах йытӑ» тени — ҫӗнтерсе илекене, «сарӑ нӑр» тени — пӗрремӗш министра, «шӗпӗн» тени — архиепископа, «ҫакмалли» тени — государство «секретарьне, «шӑпӑр» тени — революцине, «шӑши тытмалли» — государство ӗҫӗнчи пысӑк вырӑна, «тӗпсӗр ҫӑл» тени — казначействӑна, «ҫӳп-ҫап ещӗкӗ» тени — картишне, «ухмах калпакӗ» тени — еркӗне, «хуҫӑлнӑ туя» тени — суд палатине, «пуш пичке» тени — генерала, «пӳрлӗ суран» тени — государствӑна ертсе пырас системӑна пӗлтернӗ. — Хаклӑ майор, — терӗ Элен, — пурпӗрех мар-и вара, кирек мӗнле кӗленче пулсан та, эпир вӑл ӑҫтан ишсе килнине пӗлместпӗр вӗт? Тӳрех сылтӑм енчи клирос патне пырса тӑрать вӑл, дьякӗ ӗнтӗ юриех, ӳсӗрнӗ пек пулса, куҫне хӗскелесе ун еннелле пӑхать; голови уссийӗсене шӑлкалать, ҫӳҫ пайӑркине хӑлхи хыҫнелле ҫавӑрса хурать те, юнашар тӑракан ҫыннине ҫапла сӑмах хушать: «Эх, маттур хӗрарӑм! Хӗрарӑм мар — шуйттан!» тет. Халӗ сан тӑрмӑшу сахалтарах, ҫавӑнпа салхуллӑ эс; ача сана лайӑх тӑрмӑштарӗ… Вӗсене вӗлерес тесе вӑрласа кайнӑ!.. Вӑл ҫав тери хытӑ хӑранӑ, чӗрине калама ҫук йывӑр чул пусса выртнӑ пекех туйӑннӑ. Вӑл хӑйне малтанхи сивӗ тивнӗ ҫулҫӑ пекех вӑйсӑр, ватӑ та мӗскӗн пек туйнӑ. Пӗрре, каҫхине, амӑшӗ сӗтел умӗнче чӑлха ҫыхса ларатчӗ, хохол Римри чурасен пӑлхавӗ ҫинчен калакан кӗнекене сасӑпа вулатчӗ, ҫав вӑхӑтра такам хыттӑн алӑка шаккарӗ те, ӑна уҫсан, пӳрте Весовщиков кӗрсе тӑчӗ. Малти сулахай ури аманнипе вӑл урапа ҫинчен кайри урисем ҫине тайӑнса тухрӗ. — Ман пата драбант пулма пыратӑн-и? — Эсир аставаймастӑр-и мана, хисеплӗ Николай Иваныч? — терӗм эпӗ хӗпӗртесе. Ытти ачасем те пӑрахрӗҫ. Пирӗн унашкал вӗшлесене юратсах каймасть. «Тух, эсрелӗ кумӗ!» — терӗ мана вӑрӑм уссилӗ вахмиcтр. Ун шучӗпе лаши чиперех пулмасан та, ҫапах та сахалтан та хӗрӗх монета тӑнӑ, ҫавӑнпа та Лукашка парнешӗн питех те савӑнчӗ… Ҫырӑва аллинчен ямасӑр, вӑл Пӑван ҫине ҫав тери хурланса пӑхрӗ. Кун каҫа мана вуник ушкӑн халӑх кӗрсе курчӗ; ман пӗр мыскарасемпе вӑйӑсенех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ туса кӑтартмалла пулчӗ. Юлашкинчен ҫаксем мана пит йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ, хам вилес пекех ывӑнса ҫитрӗм. Эпӗ мӗн тунисене курнисем ман ҫинчен пит тӗлӗнмелле япаласем каласа кӑтартнӑ пирки халӑх гостиницӑна ҫӗмӗрсе кӗнӗ пекех кӗретчӗ. Миките кӑшт шухӑшласа тӑнӑ. Апла пулин те, вӑл хастаррӑн курӑнма хал ҫитерчӗ. Мария Ивановна ҫинчен мар-и-ха ку? Мӗнле пек? Хӑтӑлма май пур! Акӑ, куратӑп хайхискер, манӑн тинӗс хумӗсен хӗрӗ каллех сиккелесе чупса килет. Вӑл лапка ҫинчен анчӗ. Масар ҫинче, «вечная память» юрланӑ чух, Фома каллех хыттӑн уласа йӗрсе янӑ. Ҫынсем ҫине пӑхса савӑнса кӑна пурӑнмалли вӑхӑт час ҫиттӗр тесен, ҫынна курайми пулма та тивет. «Пытарасшӑн мана. Покровскинчен пӑхма пит те аван пулӗ. — Шахтӑран е Ростовран, тесе шутлатӑн-и? Тӗрӗссипе вара шӑпах хӗрсен ҫавӑн ҫинчен пӗлмелле те. Пурин те сехрисем хӑпнӑ, вилӗмрен хӑраса тӑни алӑ вӑйне илнӗ, хӑйсен пурнӑҫне хӗрхенмесӗр ҫапӑҫма килнӗ ҫынсене ӑсран янӑ… Эпӗ ҫав сӑлтавпа усӑ курма шут тытса, тӗплӗн шухӑшласа тӑмасӑрах, Пугачева ҫапла каласа хутӑм: — Эпӗ Белогорск крепӑҫӗнче хӗн куракан тӑлӑха ҫӑлма каятӑп. Тырра илсе кайма ирӗк памастӑп сире! Пухӑва хупӑннӑ тесе шутлатӑп… Е эсир чикӗ урлӑ пире хуҫалӑха ҫӗклеме мӗн тери йывӑр иккенне курмастӑр-и? Вӑл ыйту мана интереслентернӗ. Тупа сӑмахӗсене православнӑйсене — священник, католиксене — ксендз, еврейсене — раввин, пастор ҫуккине пула, протестантсене — Диц штабс-капитан та магометансене — Бек-Агамалов вуласа панӑ иккен те, шап ҫавӑн чухне Гайнанпа пач уйрӑм истори пулса иртнӗ. Халь кӑна эпӗ, ахалех тӗлӗрме хӑтланса выртса, питӗ лайӑх спектакль пулассине шантаракан интереслӗ фактсене аса илтӗм. Ан манӑр, кунти вырӑнсенче ӗмӗртенпех электричество алхасать, эпир кунти вырӑнӑн варринех ҫакланнӑ. Ҫурҫӗр иртни вунӑ минут кӑна пулнӑ. — Пӗр аманни кунтах-и? — ыйтрӗ вӑл, Мересьев ҫине пӑхса. — У-у, пӑчланманскер! — тесе мӑкӑртататчӗ кукамай, вӑранса кайса. «Мӗншӗн кӳрентерчӗ-ха вӑл мана, — шухӑшлать шӑлнӗ, — ун ҫинчен каламасӑр ирттерсе яма пултарайман-им вӑл? Унпа пӗрле ярмаркӑри чи лайӑх трактирсен кабинечӗсенче паллӑ купецсен ушкӑнӗнче ирхи тата кӑнтӑрлахи апатсем ҫисе, Петр, самаях тӗлӗнсе, Алексей хӑйне камит ҫынни пек тыткаланине, пуянсене култарма, савӑнтарма тӑрӑшнине курчӗ, анчах та лешсем, вӑл камитле хӑтланнине асӑрхамасӑр пулас, Алексее палӑрмаллах юратнӑ, хисепленӗ, вӑл чакак пек шатӑртатса калаҫнине тинкерсех итленӗ. — Эх, — тесе тарӑхса аяккалла пӑрӑнчӗ мантан Капендюхин. Ситановӗ лӑпкӑн каларӗ: — Куратӑн-и — никам та пӗлмест, ни ватти, ни вӗтти! Хырӑмсарлӑх пушанса кайсан, пеон хӑй ҫинчи плащне хывса илет те, унпа мулӑн пуҫне чӗркесе кӑмӑла мӗн килменнине часрах йӗркене кӗртет, вара караван татах хӑй ҫулӗпе малалла каять. Тепӗр суранланнӑ офицера ҫыхса тӑракан доктор хӗрес йӑтнӑ сарӑ сухаллӑ священник енне ҫаврӑнчӗ те Козельцов ҫине кӑтартса темӗн каларӗ. Сывлӑшра шӑхӑрни, улани, темиҫе теҫетке ҫын кӑкӑрӗнчен тухакан хулӑн ахлату сасси явӑнса тӑнӑ: — Каять — каять — каять! Уҫӑ сывлӑша анлӑ кӑкӑрӗ тулли сывласа, вӑл темиҫе минут хушши палуба ҫинче тӑнӑ, сасартӑк ӑна рубка хыҫӗнчен, пӑрахут сӑмсахӗнчен такшин ӗсӗкленӗ пек ахлатни илтӗннӗ. — Питех те аван, — пултӑр эппин «Гретхен порчӗ». Каллех хӑвалама тытӑнмалла пулса тӑнӑ. Де-Лантенак маркиз, — теҫҫӗ сасӑсем. Ун чух ирхинеччӗ. Ҫавӑнтах, хамран ҫывӑхрах, кӗтес хыҫӗнчен инкек сыхласа тӑнӑ пек туйӑнать. Судьясем пӗр-пӗрин ҫумне тачӑрах шуса ларнӑ пек, сӑмахсем хыттӑн та ҫивӗччӗн пырса тивнине сирсе яма юри карӑнса, шыҫӑнса ларнӑ пек туйӑнчӗ… Ӑҫтан пӗлес, вӗсем шуйттан карчӗсем те пулма пултарнӑ вӗт! Вельбот ҫине Марион, Водрикурпа Легу лейтенантсем, флаг-офицер тата матроссем вунвиҫҫӗн ларнӑ. Эпир пӳрте пӗрле кӗтӗмӗр. Эпӗ Генри Пойндекстере хамӑн мексикански сомбреропа йӑрӑмлӑ серапэне патӑм та ҫавӑн вырӑнне унӑн плащне тата шлепкине илтӗм. Уэлдон миссиспа ун ывӑлӗ чӗрӗ апла! Анчах юрӑ та, нихҫан татса парайми ыйтуллӑ сасӑпа ӗсӗклесе, пӗчӗк гостинӑй шӑплӑхӗнче тата тепре чӗтренсе илет те чарӑнса ларать. Черет тӑрса тухаттӑмӑр, кунта ӗнтӗ формӑна-мӗне те, миҫере иккенне те, мӗнле ҫемьерен иккенне те уйӑрса тӑмастчӗҫ, кашнинех пӗрер кашӑк вӗри пӑтӑ паратчӗҫ, пӑтти чӗлхене ҫӑтса ярас пек тутлӑччӗ, ҫиелтен кӑпӑкланса та хӑмпӑланса тӑратчӗ. Эпӗ пуҫӑмпах хӑйма ӑшне анса кайрӑм. Хам телее, эпӗ аван ишеттӗмччӗ. Унсӑрӑн мана пит япӑх пулатчӗ, мӗншӗн тесен Глюмдальклич ҫав вӑхӑтра пӳлӗмӗн тепӗр вӗҫӗнчеччӗ, король майрийӗ питӗ хӑраса ӳкрӗ те ним тума аптранипе мана пулӑшаймарӗ. — О, Дмитрий! Пире мӗнле хавас пулать иксӗмӗре пӗрле кайма. Кам мӗне пултарать — яра кӑна пар! Кирлӗ мар мана!.. вӗсенчен инкек анчах!.. Хутаҫҫинче сухари шӑкӑртататчӗ пулмалла, ӑна кӑшт ҫӳлерех вырнаҫтарас тесе алӑпа тытнӑ чух сухари пур пек туйӑнчӗ мана. Вӑхӑт паҫӑрах иккӗмӗш сехете сулӑннӑ пулин те, кӗрекене никам та ларман, ку вӑхӑтчен ӗнтӗ Миргород хулинче темӗн пек чаплӑ кунсенче те пурте кӑнтӑрлахи апат ҫиме лараҫҫех. Ҫул укҫине, суд тӑкакӗсене ӑна тӳстерме хушатӑп; хӑйне саккуна пӑснӑшӑн, сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа, ҫӑрапа питӗрсе, хулари тӗрмене яма ыйтатӑп; ҫак манӑн прошени тӑрӑх халех, пӗр пӑркаланмасӑр решени йышӑнма хушатӑп. — Тӗрӗссипе каласан, ҫавӑншӑн килтӗм те, — тӳррипех каларӗ Марийка. Пурте хӑйсен вырӑнӗсене тӑчӗҫ — хӑшӗ баррикада хыҫне, хӑшӗ пусма картлашкисем тӗлне — вара шӑпланса, пӗр аллине пӑшал, теприне четки тытса, кӗтме пуҫларӗҫ. Ай кӑшкӑрчӗ, апӑрши! Вӑл тавҫӑрса илчӗ: ача ӑнланмалла мар пӑшӑрханса ӳкни тата сасартӑках тӑнне ҫухатни вӑл хӑй мӗн-мӗн туйса ирттернисене ӑс-тӑнӗнче шӑнӑҫтарма пултарайманнинчен килет; вара вӑл ҫав туйӑм-сисӗмсене сывалакан ача чӗри патне майӗпен е урӑхла — сыпӑкӑн-сыпӑкӑн пайласа — ҫитерме шут тытрӗ. Ак, калӑпӑр, Сталин юлташ машинӑран тухать. Эпӗ сиксе таратӑп. Рапорт паратӑп. Ҫуна ҫеҫ лашана шыв ҫинче тытса тӑчӗ, анчах шыв юххи ӑна пӑр еннелле туртрӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл тӑчӗ те, хӑйӗн чӗлхинчен вӗҫерӗнсе кайнӑ сӑмахсенчен хӑранӑ пек, хӑвӑрт утса кайрӗ. — Эсир мана пӑртак пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ, хӑвӑр сада, астӑватӑп, питӗ илемлӗн сӑнласа панӑччӗ — анчах ун чухне мӑнтӑркка пулмарӗ… Хитрескер, пӑлханать хӑй, кӑмӑллӑ та савӑнӑҫлӑ, тин кӑна шӑл кӑларттарнӑ тейӗн. Гленарван Джон Мангльспа ҫӗрле разведкӑна кайрӗ. Вильсон лашана ҫӗнӗрен таканланӑ вӑхӑтра Том Аустин патне мӗнле хыпар ярасси ҫинчен шухӑшласа илчӗ те Гленарван, Паганеле хӑй каласа тӑнипе ҫырса пыма хушрӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй аманнӑ аллипе перо тытма пултараймасть. Тома питӗнчен сирпӗтрӗҫ. Хӑмӑшлӑхсенче те вӑрманта вун сехетчен ҫӳрерӗмӗр, — нимӗн те курмарӑмӑр. Ҫак сӑмахсене ним пытармасӑр калани ытла та паллӑ пулчӗ. Анчах ҫакна лайӑх астӑвӑр: тӗрӗс каламасан, эсир вара хӑвӑрӑн вилӗмсӗр чунӑра пӗтерсе хуратӑр. Тупӑк патне ҫитсен, вӗсем ун ҫинелле пӗшкӗнсе пӑхса илчӗҫ те ҫав тери хыттӑн, ӳлесех йӗрсе ячӗҫ, сассисем Ҫӗнӗ Орлеана та ҫитрӗҫ пулӗ, унтан ыталанса, янахӗсене пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса, виҫ-тӑватӑ минут хушши вӗри куҫҫуль юхтарчӗҫ. Вӑл ҫак сӑмахсӑр пуҫне тата ачисен ячӗсемсӗр пуҫне ытти сӑмахсене пурне те маннӑ пек туйӑнать. Манӑн пӗтӗм чун-чӗререн ҫакӑн пек закон кӑларттарас килет: ҫав закон тӑрӑх, кашни ҫулҫӳревҫӗ хӑй курса ҫӳренисем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекене пичетлесе кӑларма ирӗк илес умӗн лорда е верховнӑй канцлера тупа тутӑрччӗ, ҫав тупара вӑл хӑй пичетлесе кӑларма хатӗрлекен кӗнекере пурин ҫинчен те хам курнисем ҫинчен тӗрӗс ҫыртӑм, тесе шантарса каланӑ пултӑрччӗ. Эпӗ король тупнӑ мула вӑрлатӑп Халӑх саланса пӗтсен, король Мери Джейнран вӗсен пушӑ пӳлӗмсем тупӑнмаҫҫӗ-ши тесе ыйтрӗ. Пире иксӗмӗре йытта каялла памӗҫ. Эсӗ ҫӑвӑннӑ хушӑра эпӗ ҫиме хатӗрлӗп. Вӑл пурне те палланӑ. — Нивушлӗ эпӗ ҫывӑрса кайнӑ? — Хӑшӗ комендант? — тесе ыйтрӗ самозванец. Тинкеререх пӑхсан, вӑл ҫулпа темиҫе экипаж килнине курах кайрӗ. Декабрӗн 23-мӗшӗ Бояркӑран хулана тифпа чирленисене тата ҫичӗ ҫын илсе килчӗҫ. — Икӗ сехет хушшинче. — Йӑнӑшатӑр, тусӑм, — терӗ Паганель, — эпӗ халь пӑлханатӑп пулсан, яланхинчен пӗрре те ытлашши мар. Мӗн тата эсир?» хушса хучӗ вӑл, Иван Никифорович пӗр хускалмасӑр выртнине пӑхса. — Мӗнле вара? Мана пӗрмаях хам хыҫра темскерсем тӑнӑ пек туйӑнать, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхма та хӑратӑп, мӗншӗн тесен, тен, урӑххисем малта тӑраҫҫӗ пулӗ, эпӗ каялла ҫаврӑнса пӑхассине кӗтсе ҫеҫ тӑраҫҫӗ пулӗ вӗсем. Райкомра ҫакӑн пек кӑтарту пурччӗ-ҫке-ха: «Кирек епле пулсан та ҫӗр процента ҫитериччен хӑвала тата епле те пулин хӑвӑртрах», тетчӗҫ. Шалу — уйӑхне пилӗк тенкӗ тата апат ҫиме пилӗк пус! Тӗлӗнмелле!» терӗ вӑл икӗ хутчен, йӗри-тавра пӑхкаласа илнӗ май. Ich sagte: «Sagt wer ihr seid, und ich werde aufmachen». Хамӑр пӗрле пулкаланӑ чухнехи пӗтем историе асӑма илтӗм. Профессорсем унӑн сахал тӗл пулакан йышши йывӑр чирне ҫаплах-ха сӑнаса вӗренеҫҫӗ. Эх, ҫак чайкӑсем! Унӑн пӗчӗк хура куҫӗсем ман ҫине тӑрӑнчӗҫ. Пурте пӑрахут карлӑкӗ ҫумне пырса тӑнӑ та, ун урлӑ ӳпӗнсех, ҫыранри тӗмсем хушшине тинкерсе пӑхаҫҫӗ, шӑпах ман ҫине пӑхнӑ пек туйӑнать. Ҫул ҫинче мӗнрен те пулин хӑраса ӳкмелли пулсан, выртса вилмелли ҫеҫ юлать ман унпа. Хӑвна кирлӗ мар пулсан, мана пар, ма ҫунтарса ямалла? Фома ун ҫине хӑяккӑн пӑхса илнӗ те нимӗн те чӗнмен. — Генри Пойндекстере кам юлашкинчен курнӑ, ҫав ҫынтан ыйтса пӗлес, — тенӗ. — Эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра: мана ӗҫ сӗнни усӑсӑр, тесе пуҫлатӑр, унтан вара: эсир мана мӗнле ӗҫ сӗнетӗр, тесе ыйтатӑр. Ҫакӑн пек ҫӗрте этеме тӗл пулма пулать тесе кам шухӑшлама пултарнӑ-ха? — Э, Иванчо иккен-ха, кӗрех, пӗрер курка кофе ӗҫӗпӗр. Мӗнле тӗлӗнмелле ассамблея пухнӑ городничий! Аслӑ Букин шикленсе тӑмасӑрах хыттӑн пӑшӑлтатрӗ: — Чимӗр-ха, — мӗншӗн калама памаҫҫӗ? — Курӑнмарӗҫ. Ученый пӗрре те аптӑраса тӑмарӗ, вӑл ӑна, тахҫанах хатӗрленсе тӑнӑ пек, каласа ӑнлантарчӗ. — Мана кунта, — терӗ вӑл, — ҫанталӑк темӗскерле хӑтланни тӗлӗнтермест. Тампль башнине лайӑх сыхла. Вӑл вӑйсӑр амӑшӗ чунран татӑлса ӗсӗкленине е арӑмӗ ҫӳҫне тӑпӑлтарса тата аллипе хӑйӗн шап-шур кӑкӑрне ҫапса ӳленине илтме килӗшес ҫук; вӑл халь ҫирӗп арҫынна, хӑйӗн ӑслӑ сӑмахӗпе ӑна вилес умӗн вӑй парса лӑплантаракан арҫынна курнӑ пулӗччӗ. Алхасса мӗн те пулин тусан, епле улталаса тӳрре тухас-ши теттӗмӗр те, сире курсанах, е сирӗн ҫинчен аса илсенех ирӗксӗр тӗрӗссине калатӑн. Хам ӗмӗрте мӗн чухлӗ пурӑнатӑп ӗнтӗ эпӗ, анчах та, пансем-тӑвансем, ӑҫта та пулин козак хӑйӗн юлташне пӑрахса хӑварнине е ӑна мӗнле те пулин сутнине илтмен. Чимӗр-ха, кунпах вӗҫленмерӗ-ха. Сана унта канма сунатӑп. Сӑмах мӑй, Петр ҫинчен те каласа хӑварӑпӑр. Эпӗ виҫӗ ҫынран илтрӗм ӗнтӗ эсӗ хырнӑ чухне сӑмсаран хытӑ туртнӑран вӗсем аран-аран тытӑнса тӑраҫҫӗ тенине. Вилеп, анчах шкул валли тупатӑпах! Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнчен вӗрекенскер, вӑл кашни сехетрех хаярланса пычӗ, тинӗс кӑвакарчӗ, хумсем алхасса кайса чул ҫырана шавлӑн пыра-пыра ҫапӑнма тытӑнчӗҫ, урамсенче ҫынсем юлмарӗҫ. — Тӑвӑл. Ситанов хуйхӑрать пулас: ытлашши ӗҫме тытӑнчӗ. Ай-ай-ай!.. Эпӗ ун хыҫҫӑн алӑка питӗртӗм, вара хам пӗчченех тӑрса юлнине тата ӗҫе пуҫӑнма вӑхӑт ҫитнине туйса илсен, мана хӑрушӑ туйӑнса кайрӗ. Сана саламлатӑп: сан акци хакӗ ӳсрӗ. Ҫӗрле ӑҫтан тухса каян? Анчах Митя каҫса кайса, сӑмахӗсемпе чыхӑнса, хыттӑн пӑшӑлтатса каларӗ: — Ку вӑл — символ, ахаль мужик кӑна мар! — Халех пӗтеретӗп, Макарушка! Хӑйӗн мӗнпур ачалӑхне вӑл ашшӗне кӗтсе ирттернӗ, ӑна кӗтме пӑрахсан тин вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхне туйса илнӗ. Эсӗ те ҫавах… — Сирӗн шутӑрпа, вара, унӑн ҫав паразитпа пурӑнмаллаччӗ-им? — ыйтрӗ Павел, хӑйӗн хаяр йӑлкӑшакан куҫӗсене старик ҫинчен илмесӗр. Ҫӑкӑр — кирпӗч мар, ҫӗр ҫинче йӑваланса выртмасть. — Халӗ ӗнтӗ, сударь Билли Бонс, сире чӑн та ҫапла чӗнеҫҫӗ пулсан, эпир сирӗн юн мӗн тӗслине курӑпӑр. Вӑл, мӑйне тӑсса, симӗсрех ылтӑн тӗслӗ сайра ҫулҫӑллӑ турат патнелле кармашать. Вӑл ун чух урисем ҫинче те аран-аран тытӑнкаласа тӑракан пулчӗ, пуҫӗ ҫаврӑнма пуҫларӗ, аллинчи пӳрнисем сивӗнсе кайрӗҫ, — ҫав кун вӑл питӗ ывӑнчӗ, мӗншӗн тесен площадьсенче, казармӑсенче питӗ нумай каларӗ; халӑх ӑна алӑсем ҫинче ҫӗклесе чиркӗве илсе кӗртрӗ те, вӑл чиркӳри амвон ҫинчен те сӑмах тухса каларӗ. — Ҫук, никам та аманман. Юлашкинчен улӑп ҫын мана хыҫалтан пилӗкрен пуҫ пӳрнипе тата шӗвӗр пӳрнипе хӑйса тытрӗ, лайӑхрах пӑхас тесе куҫӗ патне илсе пычӗ. — Пистолет. Ҫуллӑ ҫӳҫ пӗрчисемпе тулса ларнӑ ванчӑк шӑм тури те, кӗмӗлтен тунӑ ҫурта лартмаллийӗ те сӗтел ҫинчех, унтах пӗр бутылка ликер ларать, ликер кӗленчи ҫумне ылтӑнпа эрешлесе пӗтернӗ пысӑк хӗрлӗ хут ҫыпӑҫтарса хунӑ, унтах тата ылтӑн сехет выртать, ун ҫине 1-мӗш Петр сӑнне ӳкернӗ, икӗ ылтӑн ҫӗрӗ пур, темӗнле капсюльсем тултарнӑ пӗчӗкҫӗ коробка выртать, ҫӑкӑр хыттисем, кивӗ картсем сапаланса выртаҫҫӗ, кровачӗ айӗнче эрех кӗленчисем; туллисем те, пушшисем те пур унта. Люба яланах тӳрӗ ларать, аллисене усса ҫӳрет; Анчах ку ӗҫе кардинала улталамасӑрах тума пулатчӗ. Луизианӑри плантатор ҫӗнӗ ҫурта килсе вырнаҫсан, пӗр эрнерен Индж форчӗ умӗнчи парадсем тумалли площадьре виҫӗ офицер Каса-дель-Корво гасиенди еннелле пӑхса тӑнӑ. Вӑл вут чӗртсе хӑйне валли шыв вӗретсен, ӑна хупӑрласа тӑракан сывлӑш ҫӑралса тӗксӗмленчӗ: ҫумӑр тата унпа хутӑш лапка-лапка нӳрӗ юр ҫума пуҫларӗ. Чӑнах, хӳме тӑррине извеҫпе хытарса кӗленче катӑкӗсем лартса тухнӑ, анчах Сергей ун ҫинчен шухӑшласа тӑмарӗ. Унсӑрӑн мӗнпе илӗртем-ха? — Ӗҫме парӑр! — чашкӑрчӗ эрехҫӗ, хӑйӗнчен вара йӗрӗнмелле эрех шӑрши перет. Ӗҫе пӗтертӗмӗр. — Джим, тыт ҫакна, унтан хатӗр пул, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. Вӑл тӳрех вӗсен куҫӗсене хирӗҫле пӑхса, йӑмӑхтарса, лайӑх курма май паман. Ҫавӑнпа вӑл питех хӑрамасӑр тӗрӗксене чӑлана кӗртрӗ. Эпӗ темскер аса илетӗп, анчах ҫавна эпӗ тӗлӗкре курнӑ пек туйӑннӑччӗ мана. Е хӑйӗн влаҫне кӑтартма сӑлтав тупса ҫыпӑҫакан чудак-и? Анчах, кирлӗ пулсан, хама пӳрнепех ҫапса ӳкерме пултаракан алла та пӗлетӗп эпӗ. Каях мар-ха халь — эпӗ сана хам лашана парӑп. Темӗн тӗрлӗ фантазипе аппаланма, аскӑнлӑха, пушанакан ӑс-хакӑла анкӑ-минкӗлентерме чарак ҫук ӗнтӗ. Эпӗ хам пӳлӗме хӑпартӑм та кантӑкран пӑхатӑп: Том ҫиҫӗмсирен тӑрӑх улӑхасшӑн, пӗтӗм чунран тӑрмашать, анчах аллисем хӑмпӑланса тухнӑ пирки ниепле те улӑхаймасть. Кӗмӗл ҫӳҫлӗ, хӑраса пӑхакан кӑвак куҫлӑ ватӑ Пейсах, магазина тухмалли алӑк патӗнче тӑраканскер, пӑшӑлтатса кӗлтӑва пуҫларӗ. Вӑл турра пӗтӗм чунӗнчен ӗненекен ҫын, пурне те пултаракан Иегова турра пӗтӗм чунтан кӗлтӑвать. Ехусемпе танлаштарсан, сыснасем вӗсенчен йӗркеллӗрех пулин те, ҫапах та вӗсем хӑйсен тасалӑхӗпе мухтанма пултараймаҫҫӗ. Санин мӗн ҫинчен калаҫмаллине пӗлмерӗ. Шӗвӗр чулсем ӑна темиҫе пая вакларӗҫ, вӑл тем тарӑнӑш хушӑкра пачах ҫухалчӗ, унӑн пуҫ мими, юнпа хутшӑнса кайса, хушӑкӑн тикӗс мар стенисем ҫинче ӳсекен тӗмӗсем ҫине сирпӗнсе пӗтрӗ. Хамӑн пурнӑҫра питӗ пысӑк вырӑн йышӑнса тӑнӑ Александра Ивановна Горевӑна эпӗ чӑрмантарасшӑн мар. Эпӗ хуллен кӑна хамӑн урапа унӑн уринчен тӗртрӗм, — вӑл вара ман ҫине кӑвак кӳҫӗсемпе тӗлӗнсе, хаяррӑн пӑхса илчӗ, ҫав вӑхӑтрах аллинчи кастрюльне мана перес пек тытрӗ. Ял пурнӑҫӗ ӑна часах йӑлӑхтарса ҫитернӗ, мӗншӗн тесен унӑн оброк тӳлекен имени пулнӑ; вӑл Мускава, арӑмӗн ҫуртне пурӑнма куҫнӑ. Кунтисем, ун патне ҫын ярса, ӑна кӗтмен ҫинчен телей пӳрни ҫинчен, ашшӗ-амӑшӗ вӗсене мӑшӑрлантарма килӗшни ҫинчен пӗлтерме шут тытнӑ. — Тепӗр страницине уҫар-ха, лайӑхраххи ҫук-ши. …София сӗтел хушшине ларса темӗн ҫӗлерӗ. Хӑть те мӗн пулсан та, ун пырне касса татма кирлӗ мар. — Гейкӑпа Кольӑна хупса хучӗҫ! Шутник нимӗнле хурчка та курман; анчах кордонри ҫамрӑк казаксен Ерошка мучие вӑл вӗсем патне кашни килмессерен йӗкӗлтесси тата улталасси тахҫанах йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Мӗнпур сӗтел-пукан та ҫак кӑна: икӗ енне уҫӑлмалли хупӑллӑ пӗчӗк чӳречесем хушшинче клеенкӑпа витнӗ лутра сӗтел ларать (чӳречисем ҫинчи икӗ чӳлмекре гераньсем ӳсеҫҫӗ), кунсӑр пуҫне пӗр кресло, икӗ пукан тата турӑшсем хунӑ сентре пур, ун умне пӗчӗк лампада ҫакнӑ. Кӗмӗл тӗслӗн йӑлтӑртатакан оркестр трубисем сасартӑк Макар ҫывӑхӗнчех «Интернационал» каласа ячӗҫ, вара Макар, куҫкӗрет курнӑ чухнехи пекех, чунӗ тӳсме ҫук пӑлханса кайнине, пырне пӗҫертсе темскер капланса килнине туйса илчӗ… — Килте те, хулара та ҫук. — Эсир ӗҫе пуҫӑнасшӑн-им вара? — ыйтрӗ вӑл темле сӑмсапарах. Эсир ҫеҫ ӳкӗте кӗртме пултаратӑр ӑна. — Ун пирки йӑнӑшнӑ пулӗ эсӗ. Хӑвӑрт! Ученӑя кӗтмен ҫӗртенех ҫакнашкал хыпар тӗлӗнтерсех янӑ самантра вӑл, паллах, хӑйне ҫапнине сисме те пултарайман! Эсӗ хӑв та конторщика кӗме хатӗрленетӗн вӗт! — тесе тавӑрчӗ ӑна Константин, хыттӑн кулса. — Вӑрҫӑ ҫинчен те манса кайнӑ, э? — Э, эсир кунта иккен!.. — терӗ генерал, тӗлӗнсе. Амӑшне сасартӑк сывлама йывӑр пулса кайрӗ. Ходжа ҫав тискер тӗрӗксене тата ытларах хӗтӗртес тесе сӑмах каласшӑн пулнине Огнянов тавҫӑрса илчӗ. Ӑна ӑшӑ пулнӑ, вӑл мундир тата кӗпе тӳмисене вӗҫертсе янӑччӗ. Хӗрӗн сӑмахӗсем ӑшӑ та ачаш, Павел пӗлет хӗр мӗн пирки вӗсене каланине. Кунтах. Пӗчӗк ача пек пӑхӑнса, вӑл лаши ҫинчен анчӗ те, ни виле, ни чӗрӗ Тарас умне пырса тӑчӗ. Эпӗ каларӑм: Мана ним те пама кирлӗ мар, мӗнле те пулин пӗр-пӗр кӗнеке вулама памӑн-ши? терӗм. Унта — хӗлӗхсене вӗҫне ҫитичченех туртса хунӑ, пӗтӗм тӗнчене илтӗнмелле янӑра е татӑлса кай! Микель хулпуҫҫисене хускаткаласа илчӗ. Эпӗ тин ҫеҫ ун патӗнче пултӑм. Грегори сӑмсахӗнчен ҫитмӗл миль инҫӗшӗнче яхта штирпорчӗн хыҫӗпе Пунт-Аренӑн юсавлӑ тӗрми юлчӗ. Ромашка-и? — Итле! Тавай улӑм! — кӑшкӑрчӗ вӑл хӗрне. Унтан, ҫӳллӗ курӑк хушшинчен, ҫурт патнелле сукмакпа хӗрарӑм пырать, — сӗт янӑ икӗ витрепе. Вӑл сӑмахсем туха-туха каларӗ, ҫынсене ҫырусем ҫырчӗ, фронтри ӗҫсем ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ, тата ҫак мӗнпур кӑшт пӑтрашӑнчӑк та ывӑнтаракан, кӑшт ӳсӗртекен япаласем уншӑн телей пулчӗҫ, тата ҫав телее унӑн малалла тӑсас килчӗ. Ку вӑл — ывӑлӗ амӑшне хушнӑ пӗрремӗш ӗҫ пулчӗ. Вӑл ӳсӗр пулнӑ пулмалла, ӑна урамра хӑварнӑ пулсан, шӑнса вилетчӗ те пулӗ. — Ҫук, эсӗ мана юратмастӑн пуль, санӑн урӑх хӗр пур. — Ҫапла, сана. Астӑвӑр: Болгарири чи мӗскӗн ыйткалакан, чи тертлӗ мужик те, эпӗ те — пӗр ӗҫшӗн тӑратпӑр. Устинович пулӑшма васкарӗ. Вӗсем пур ҫӗрте те пур, анчах тупма йывӑр. — Ку совет офицерӗн сӑмахӗ. — Ман шутпа, Гюто Байронран лайӑхрах, — сӳрӗккӗн каларӗ ҫамрӑк граф, — интереслӗрех. Акӑ тинех Аэлита калаҫма пикенчӗ, музыка хатӗрӗнчен перӗнет тейӗн, — унӑн сасси ҫав тери ҫепӗҫ. Патне ҫитесси виҫ-тӑватӑ утӑм юлсан, Том темӗнле патак ҫине пусрӗ, патакӗ ҫатӑрт туса хуҫӑлса кайрӗ. Ну, халӗ пеме хатӗрленӗр! Темиҫе утӑм кайсан, вӗсем площаде тухрӗҫ. Эпӗ калатӑп… пӗри француз, пӗри итальянец… Французла ҫырнӑ документ ҫинчен калатӑп эпӗ; Паганельтен ӑна ҫак тӗлте тепӗр хут вуласа пама ыйтатӑп, кунта ларакансемшӗн ӗненмелле марри манӑн сӑмахсенчен тесе те тӑрса ан юлтӑр. Анчах эпӗ вӑр-вар хӗҫе туртса кӑларса хирӗҫ тӑтӑм та ҫул хӗрринчи ҫӑра шпалер йывӑҫ айне тарса пытантӑм. Дюмон-Дюрвиль ҫак йӑла ҫинчен питех те тӗплӗн каласа парать. Ӑҫта тата мӗнле пӗлмелле? Лапшинова тахҫантанпах укҫаллӑ ҫын вырӑнне хурса пурӑннӑ. Кӑнтӑрла иртсен вунпилӗк минутра Паганель рифсен тӑрнашкисем пурте шыв айне пулни ҫинчен хӑйӗн тусӗсене астутарса илчӗ. — Купсасем, ашшӗпе ывӑлӗ, турӑш сутма кайнӑ. — Анна Сергеевна кунта-и?.. манӑн ӑна курас килет. Эпӗ вара, Тереза эпӗ юратакан ҫынсене хирӗҫ курайманлӑх ҫӗкленине кура, — студентсем вӗсем халӑха юратаҫҫӗ, ӑна ырӑ сунаҫҫӗ, терӗм. Хапха ҫывӑхӗнче эпӗ пӗр кивӗ чугун тупӑ куртӑм. Унта ӑна кил хуҫи арӑмӗ каласа кӑтартнисене ҫирӗплетсе пачӗҫ, тата тӗплӗнрех хушса каларӗҫ. Унтан Яков Лукич сӑмах илчӗ. — Сирӗн, тӑвансем, ӑҫта, епле тата мӗн акассине тӗплӗн сӳтсе явас пулать, ҫакӑнпа пӗрлех, хутла вӗреннӗ, ӗҫе пӗлекен ҫынна полевода суйламалла. Мулсемпе кӳлекен лашасем тӑмашкӑн хӗрӗх пин, утлӑ ҫаршӑн вуникӗ пин пӳлмек пулнӑ Соломонӑн; лашасем валли урпапа улӑм кулленех провинцирен кӳре-кӳре килнӗ. Акӑ — паллашӑр, — терӗ аҫа ҫури, ун ҫине куҫӗсемпе кӑтартса, — Пит аван ҫын… — Ах, пӗчӗкҫӗ пучахӑм! Вӑл тата Иван Никифоровича хӑйне те типӗтме йӑтса тухӗ!» тесе шухӑшласа илчӗ Иван Иванович. Апла-тӑк, ку йӗре Бил хӑварнӑ. Волошин салтак ҫар службине питӗ юратнӑ, ҫавӑнпа та яланлӑхах ҫарта юлма шут тытнӑ. Эсир мана ҫавӑн пек сӑмах парассине пӗлетӗп эпӗ. — Мӗнле вылярӗҫ вӗсем? — ыйтрӑм эпӗ Дмитрирен. Килте, вӑл апат ҫиме ларнӑ вӑхӑтра, тем кӗтнӗ пек туйӑннӑ. Инҫетри чиркӳ тӑрринче, Париньере, ҫав самантра вунпӗр сехет ҫапрӗ. Ӑраскал хӑй пире, ҫавӑн пек, пӗр пӗтӗм пулма ҫуратнӑ! Хӑвна ҫапла тусан кӳренмӗттӗн-и-ха? Редакторӗ хӑйӗн пулӑшуне йышӑнма тата типографине илме сӗнет, тепри хӑйӗн ресторанӗ ҫине: «Комендантура ресторанӗ» текен вывеска ҫакма ирӗк ыйтать. — Вӑл юр ҫине ларчӗ те чунне хытарсах унттисене туртса хыврӗ, ура лапписене хытӑ хӗстересрен вӗсене шӑлпа та чӗрнепе ҫуркаласа аслӑлатрӗ, мӑйӗнчи ҫемҫе ҫӑмлӑ шарфне салтса ҫурмаран ҫурчӗ те, ури лапписене шарфпа чӗркесе, унттисене каллех тӑхӑнчӗ. Ун юлташӗ кулса янӑ. Вӑл Петровнӑпа та паллашас темерӗ. Ҫав вӑхӑтрах «Дунканӑн» тепӗр ултӑ кунтан Туфольд бухтине ҫитме май пур, тепӗр кунран вара «Дункан» экипажӗ Сноуи юханшывӗн леш енче курӑнмалла. Ун чухне ҫулҫӳревҫӗсем тулса ахӑракан шыв урлӑ ҫавӑнтах каҫма пултараймасан та. Бен Джойс шайкин вӑй хутшӑннине курса, пурпӗрех каялла чакмалла пулать. Вӗтӗ пӗркеленчӗксем таранах паллӑ сӑн-пичӗ унӑн ҫав-ҫавах, анчах халь ун сӑнарӗнче ҫӗнӗ йӗрсем, хавхалану йӗрӗсем, ҫиҫсе тӑраҫҫӗ; ҫакна асӑрхасан, Воропаев питӗ савӑнчӗ. — Начар, ҫав тери начар япала! — терӗ вӑл. Хӑйне Европӑпа пуянлатмасӑрах киле таврӑннишӗн вӑл питӗ кӳренет. Ҫав язычник туррин алтарӗ умӗнче чӗркуҫленсе тӑнӑ хыҫҫӑн, — вӑл туррӑн представителӗ кунта мононгахельски виски савӑчӗ пулнӑ ӗнтӗ, — ҫавӑн хыҫҫӑн пӗр сехетренех Фелим асап курассинчен йӑлтах хӑтӑлнӑ, хӑй ҫылӑхӗсенчен хӑтӑлман пулин те. — Пустуях пӑшӑрханать вӑл, — тетӗп эпӗ, — пире нимӗн те пулман. Хӗр шурӑ каркӑҫпа карнӑ чӳрече еннелле ҫурӑмпа ларать; хӗвел пайӑрки ҫав каркӑҫ витӗр унӑн кӑпӑшка, ылтӑн тӗслӗ ҫӳҫне, ачаш мӑйне, усӑкрах хулпуҫҫийӗсене, ҫепӗҫ те лӑпкӑ кӑкӑрне илемлӗн ҫутатать. Анчах пӗр тытӑннӑ ӗҫрен каялла чакма юрамасть. Эсӗ кам пулатӑн-ха? — Кала мана, патшам, — ыйтнӑ пӗррехинче Суламифь, — эп хӑвна ҫапла пач кӗтмен ҫӗртен юратса пӑрахни тӗлӗнтермест-и сана? — Ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп… ну, калӑпӑр, хӑвӑрӑн малашнехи пурӑнӑҫӑр ҫинчен калаҫас килменнине ӑнланатӑп эпӗ; анчах сирӗн ӑшӑрта халь мӗн пулса пынине… Хам акӑ чунсӑр мӗлке пулса тӑтӑм, хам тӑсӑлса выртас шӑтӑка шанчӑксӑр шыракан мӗлке! «Хӑна тума валли» тени вӑл пирӗн ӗҫ укҫи пулать (каярах эпӗ те сутма пуҫларӑм), чӑннипех те, эпир кашнинех хӑна тӑваттӑмӑр: «Тархасшӑн, туртса пӑхӑр»; анчах та пируса илекен леш айван ҫын уншӑн пире пӗр пус таранчченех тӳлесе тататчӗ. Куҫӗсем Марс ҫинчи малтанхи кун курнӑ тискер чӗр чунӑннилле ҫиҫеҫҫӗ, шӑлӗсем уҫӑлчӗҫ. Ҫакна каланӑ чухне вӑл тӗкӗр ҫине пӑхса галстукне тӳрлететчӗ, аслӑ приказчик пекех пӳрнисене ытла та саркаласа вылятатчӗ. Тӳрре тухма хӑтланмастӑп эпӗ, анчах йӑнӑшасса эпӗ пӗччен кӑна йӑнӑшман… — Эсӗ, асту, ан тив ӑна — вӑл мар сантан мӑшкӑлаканӗ, илтетӗн-и? Ман асран мӗн курни-илтнине пӗтӗмпех ҫапса кӑларнӑ пулмалла ҫав, чуна нимӗнле сывлӑш та кӗрейми ҫапса лартнӑ, суккӑрланнӑ вӑл, илтмест… Ача-пӑча куҫҫульне курма пултараймастӑп, пӗтӗм ӑшчик тавӑрӑнса тухать… — Апатне пӗрле ҫимелле пулать-и? — Юлташсем! — илтӗнчӗ Павел сасси. — Эпӗ ку. Воропаев ун ҫине, темӗнле питӗ тӗлӗнмелле япала ҫине пӑхнӑ пек, пӗр сывламасӑр тенӗ пекех, пӑхать, ҫак сӑмахсӑр ыйтӑвӑн тимлӗхӗ Боярышникова пусмӑрласа, путарса тӑрать пулас. Оперӑн чи лайӑх пайӗ пуҫланчӗ, ку пайра композитор вара ним уссӑр ирттернӗ ҫамрӑклӑха шелленине, халсӑр та вӑйсӑр юратӑвӑн юлашки кӗрешӗвне лайӑх кӑтартса пама пултарнӑ. — Тӑхта, халех шыраса пӑхатӑп… — Аса илнӗ пек чухне, — пуҫларӗ Николай Петрович, сӑмаха улӑштарас тесе пулмалла. — Эпе Колязинран ҫыру илтӗм. — Кай выляма, хӑп манран! — ҫиллессӗн тавӑрать ӑна Салли аппа. Утмӑл ҫулсене ҫитнӗ, шурӑ ҫӳҫлӗ, ырхан та тӗксӗм ӳтлӗ, йӗс тӳмеллӗ хӑмӑр фрак тӑхӑннӑ, мӑйне кӗрен тутӑрпа ҫыхнӑ ҫын кӗчӗ. Владимир тарӑн ҫырмасемлӗ хирпе пынӑ. Сулахай алпа эпӗ ҫӗмренпе икӗ ҫӗмрен йӗппи тытса пыратӑп — пӗри ахалличчӗ, тепри вӗҫне хура чул лартниччӗ. Виличчен те вӗсене манмӑп эпӗ, — терӗ урайӗнче выртакан ҫын, вӑл кӑшт ӗсӗклесе те илчӗ пулас. Штык вӗҫӗ унӑн ҫурӑмне ҫитсе лекрӗ. Ҫӗнӗ Зеландине каймалла тени тӗлӗнтермӗр-и сире? Осип Чернышев кӑна чылайччен лӑпланма пултараймарӗ. Эпӗ сире ҫак кӗнекерех авалхи ҫынсем ҫӑлтӑрсене куҫса ҫӳремеҫҫӗ тесе шухӑшлани ҫинчен каласа панӑччӗ. «Уэлдон миссис пурне те пӗлет! — терӗ хӑйне Дик Сэнд. Ку йӗкӗте Дымок тесе чӗнеҫҫӗ, хӑй вӑл тӗлӗнмелле кӑтра пуҫлӑ. Ларас килмест! Сан патна килтӗм. Пӗтӗм полк ураран тытӑнса пуҫ таранах тӑм ӑшӗнче ҫӳретчӗ. Марко ытла тарӑхнипе хӗремесленсе кайрӗ. Вара вӑл тискер сасӑпа улама пикеннӗ: Текех чӗрӗлеймӗҫ, кун курмӗҫЫтарлӑ ирхи ӗмӗтсем… Халиччен Павел ӑнланса илеймесӗр пӑтраннӑ. Санӑн, Павлушка, рабочисен ӗҫӗшӗн лайӑх кӗрешекен пулма пурте пур, анчах ҫамрӑкрах-ха эсӗ тата класс кӗрешӗвӗ ҫинчен пӗлни те сахалтарах. — Мӗн пӗлет вара? — ыйтнӑ Игнат, ҫӑмӑллӑн кулса. Эсӗ хӗрӗх ҫулта, — анчах та эсӗ пурӑннӑ-им? Унтан каҫару ыйтнӑ пек пулса: — Эпӗ питӗ ывӑнса ҫитрӗм, — тесе хушса хучӗ. — Ҫак ҫар хастарлӑхӗ те, дисциплина тени те, чина пӑхӑнаслӑх та, мундир чысӗ те, мӗнпур ҫар науки те, — ҫаксем пӗтӗмпех-пӗтӗмпех этемлӗх «кирлӗ мар!» тесе каласшӑн пулманни е калама пӗлменни, е каламашкӑн хаю ҫитерейменни ҫинче кӑна тытӑнса тӑраҫҫӗ-ҫке пурӗ те. Мӗн япала иккен-ха вӑл, ҫар ремеслин ҫак питӗ чеен купаланнӑ пӗтӗм ҫурчӗ? Нимӗскер те. Ҫырса хунӑ строкасене вӑл виҫӗ хут пӑхса тухрӗ, анчах сӑмахсем ҫав-ҫавах «Владимир Ильич Ленин вилнӗ» — тесе пӗлтереҫҫӗ. (Кассир сывмар ҫын пек пуҫне сулса илчӗ.) — Никама та. — Кӳршӗн шухӑшӗсем мӗнлине кам пӗлме пултарать вара? — куҫӗсене сиввӗн чарса, вичкӗн баспа калать старик. Кил хуҫи арӑмӗ, Давыдов валли кӑнтӑрлахи апат хатӗрленӗ хушӑра, ӑна Нагульнов Григорий Банника хӗнесе тӑкни ҫинчен тата виҫӗ колхознике ял Советӗнче хупса ҫӗр каҫарни ҫинчен каласа пачӗ. Ку ӗҫ ҫинчен тухнӑ сӑмах Гремячий Лог хуторне сарӑлма ӗлкӗрнӗ пулас. Лось ҫак тытӑмӑн ӗлки-ӗренкине ҫыру кӗнекине ӳкерме пуҫларӗ. Чӑнах та, вӑл хытӑ тӑрӑшса вӗренме тапратрӗ, хӑйне ик енчен пуссах тӑнипе — мӗн парассине пӗлес килнипе тата усӑ курасса кӗтсе — Том урокне шутсӑр лайӑх вӗренчӗ. Тоня карт сиксе ӳкрӗ те хутланчӗ. Шуйттан хӑех пулӑшать вӗсене. Ӑна ҫимелли тырӑпа пӗрлех тытса усраҫҫӗ, епле килчӗ ҫапла аллакаласа илеҫҫӗ. Эсӗ ӑна кунта килсе юханшыва шӑнтса лартма ыйтатӑн, пирӗн сунарҫӑсем тӳрем вырӑнта сунарта ҫӳреҫҫӗ. — Эккей, мӗн хак паратӑр! «Ватӑ кӗлмӗҫӗн» пит хурлӑхлӑ сӑмахӗсене вуланӑ чух ӑшчик ҫӳҫенетчӗ: — Эп — сиенлӗ хурт — кансӗрлеп-и сире? Пирӗн иксӗмӗрӗн, Артём, ҫурт та, пурлӑх та ҫук, пирӗн мӗн пурӗ те пуҫпа алӑ ҫеҫ, ӗмӗрхи пролетарисем эпир, хе-хе, а Захар ҫурмалла уйӑрӑлнӑ, пӗр ури паровоз ҫинче, тепри ялта, — Политовский хӗрнӗ тимӗре хӗскӗчпе тӗккелерӗ те малалла, шухӑша кайса, хуллен хушса хучӗ: — Ҫапах та пирӗн ӗҫсем начар, ывӑлӑм. Манӑн хӑлхана ҫыран хӗррине лӑпкӑн пырса ҫапӑнакан хум сасси евӗрлӗ шыв шӑпӑлтатни илтӗнчӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ҫил те шӑхӑрнӑ пек туйӑнать. Шыв юхӑмӗн хӑвӑртлӑхӗ ҫав тери ӳснӗ мӗн. Тен, вӑл пӗр-пӗр урӑх ҫӗре вырнаҫрӗ, тен, турӑ ан хуштӑр, ҫуртпа аппаланасси ҫине ал сулчӗ пулӗ? — Пыратӑп, пыратӑп. — Тар унтан, вилетӗн! — тесе кӑшкӑрчӗҫ сарайран. Юн кӳлленчӗкне курсан старикӗн ытлашши ӑш ҫунмалла ан пултӑр тесе, майор ҫав ҫула суйласа илнӗ. Пӗлессӗр килсен, эпӗ унта пурӑнатӑп. (Овсяников ассӑн сывласа илчӗ.) Бортран авӑнса — Лось циркран сарӑлса тӑсӑлакан тӳрӗ икӗ тата авкаланчӑк, шывпа тулнӑ каналсен йӗрӗсене курать. Эсӗ ҫухалса кайнӑ пулмалла? Каштанка хӑйӗн хуҫине пӑрахса хӑварнӑ тӗле ҫул урлӑ чупса каҫнӑ, анчах столярӗ унта пулман. Вара унӑн чӗринче шанчӑк та ҫуралчӗ. Пурнӑҫӑн кирлӗ мар, суккӑр тӑсӑмӗ». Кораблев сӗтелли ҫинче пӗр ҫамрӑк хӗрарӑм портречӗ тӑрать, те ытлашши хитре пулнипе, эпӗ ӑна Марья Васильевна иккенне малтанах уйӑрса илеймерӗм! Анчах акӑ эпӗ пӑхатӑп та: вӑл хаклӑ йышши ӗнчӗ-ахах ҫиппи уртса янӑ. Ун айӗнчен тухас пулать пулмалла. Нумай шухӑшласа-туса тӑмасӑрах, вӑл пӳлӗме кӗчӗ те лампадкӑна вӗҫертсе илчӗ, йывӑҫ ҫуне ывӑҫ тупанӗ ҫине ярса, унпа хӑйӗн типсе хытсах ларнӑ аттисене сӗрчӗ, лампадкине вара атӑ кӗли ҫумне ҫапса ҫӗмӗрчӗ. Хлебниковӗн сӑнӗ тӗксӗм, айван та алчӑравлӑччӗ, тӑнсӑр куҫӗсенче выльӑхла сехӗрленчӗк ҫуталать. Ачан пурнӑҫӗ нушапа хурлӑх айӗнче иртес пулсан, вӑл хӑй пирки ытлашши асапланмасӑр, ҫав асаплӑхӑн тулашри сӑлтавӗсем пирки ытларах шухӑшлӗччӗ-и тен. — Выртас килмест. Вӑл, енчен-енне сулкаланса, чарӑна-чарӑна тӑрать, унтан, тутине ыратичченех ҫыртса, ерипен тӑна кӗрет те каллех урисене аран-аран сӗтӗркелесе темиҫе утӑм тӑвать. Вӑл алла тытнӑ укҫасене хыттӑн чӑмӑртарӗ. Вӑхӑта мӗнле те пулин ирттерес тесе, ним тума аптранӑ енне, вӑл алӑкӗн тӑррине сарлака хӑмач тӑрӑхӗ ҫакса янӑ лавккана кӗчӗ. Унӑн хатӗрленӗ таканӗсем те пулӗ. Сурӑхӑн тӗксӗмленсех ҫитеймен ҫав тери пысӑк куҫ шӑрҫийӗнче вилӗм тискерлӗхӗ курӑнчӗ. Пӗрре тата хам поминани валли тата просвир илме панӑ вунӑ пус укҫана йӑлтах выляса ятӑм, ҫавӑнпа та манӑн чечук алтартан кӑларнӑ чашӑк ҫинчен ют ҫыннӑн просвирне вӑрласа илмелле пулчӗ. Ирхи сулхӑнпа чей ӗҫӗпӗр… Вӑл ҫав икӗ питлӗ юрӑхсӑр ҫынпа сыхӑ пулма канаш парать, хӑйне май килнӗ пек туйӑнсанах, вӑл, паллах, команчасен енне куҫать ӗнтӗ, тет. Кӗрӗрех пӳрте. — Ҫапла, сударыня, пӗр сӑмахпа… ман ҫине пӑхма та кирлӗ мар! Ку таранччен савӑнӑҫлӑ пек калаҫни, хӑйне виҫеллӗ тыткалани, — ҫак самантра пӗтӗмпех таҫта кайса кӗчӗ. Тӗрлӗрен хӗрсем пур унта вӗсен… Самолет анатчӗ ҫав. Урисене шӑйӑрттарса пӗтерет вӗт ӗнтӗ Андрюша. Атте телей мӗнне пӗлмесӗрех, хӑй ӗҫӗпе ҫырлахмасӑрах вилсе кайрӗ, тенӗ вӑл. Эрех илсе килчӗҫ. Лумпа пӗрре парар та, — пӗтрӗ те. «Анчах халь тин кая юлтӑм пулӗ ӗнтӗ, халь ӗнтӗ ӗҫ татӑлнӑ», — шухӑшласа илчӗ вӑл. Пӗр енчен ӑна хӑй ҫапла шухӑшлани ҫӳҫентерсе илчӗ, тепӗр енчен вӑл сӑран аттине шыв кӗнипе ури йӗпеннӗрен ҫӳҫенчӗ. Смурый пӑхакансене сирсе салатса тӑкрӗ, пире уйӑрчӗ, мана малтан хӑлхасенчен пӗтӗрчӗ те вара салтака хӑлхинчен ярса илчӗ. Денни кӗлетки — пиҫсе ҫитнӗ, сывӑ, ҫирӗп кӗлетке пулнӑ. Сунарҫӑ хатӗрӗсемпе капӑрлатса тӑракан малти пӳлӗм пилӗк чӳречеллӗ зала илсе кӗрет. — Ҫавӑн пек курӑнатӑн! Ну, ун пекки пуринпе те пулма пултарнине пӗлетӗп эпӗ. — Григорьев юлташ, — терӗ тепӗр сасӑ. Унӑн сӑнӗ те пӗрмай улшӑнса, выляса тӑратчӗ; пӗр вӑхӑтрах вӑл тӑрӑхланӑ пек те, шухӑша кайнӑ пек те, хӗрӳллӗ туйӑмпа ҫуннӑ пек те курӑнатчӗ. Конькипе ярӑннӑ чухне хӑвӑртлӑх сывлӑш хирӗҫ пулнипе тата конькисем пӑр ҫийӗн сӗртӗннипе пӗчӗкленсе пырать. Кам пӗлет? Акӑ, тинех! Кӗҫех тул ҫутӑлать, манӑн ӗне сума каймалла. Вельбот ҫумӗнчен иртнӗ самантра йӑрӑмлӑ кита виҫӗ сӑнӑ татах виҫӗ тӗлтен тарӑн суранлатрӗ. Манӑн паян Фоньяна кайса килмелле, ҫавӑнпа эпӗ сана хампа пӗрле илесшӗн. Н-ну!.. Огнянов кӗмелли шӑтӑк патӗнче тӑрса ик аллипе те сулкалама тытӑнчӗ. 4. Уткаласа ҫӳренӗ чух унӑн пирӗн савнӑ подданӑйсене е вӗсен лашисемпе ураписене таптаса лапчӑтас мар тесе ури айне пит асӑрхамалла, ҫав ҫынсене вӗсем хӑйсем килӗшмесӗр никама та алла тытмалла мар. — Эпӗ пӗлместӗп, мӑнакка, — тесе аран ҫеҫ каларӗ Том. — Э-э, канӑҫ тата сана! «Ку Геркулес мар, — шухӑшларӗ Дик, — анчах ку Динго! — Астӑвӑр: чӑн сӑмах! Лӗпсӗрех ӳксе вилместпӗр ӗнтӗ, начальство та пире уншӑн тав тӑвас ҫук. Халех приказ: «Ҫав-ҫав капитанӑн нервисем хавшак. Ну? — Ҫапла, герцогӗ — урӑхларах ҫын. Вӗсене тин пуҫланакан колонисем валли ал вӑйӗ кирлӗ пулнӑ, тӳррӗн калӑпӑр, чурасен вӑйӗ. Динго чӗрине пӗчӗк Джек ҫемҫетсе ҫавӑрчӗ пулмалла. Паллах, иккӗмӗш компас пӑрахӑҫа тухнӑшӑн никам та айӑплӑ мар ӗнтӗ, ҫапах ку ырӑ марри патне илсе ҫитерме пултарать. — Вилӗмрен ан хӑра, Суламифь! — Пур, тӑванӑм, — терӗ Толине, аллине Роберт енне тӑсса. Мунча тӑррин хысакӗ ҫине кӑвак сӑнлӑ мужик утланса ларать, вӑл пӗр аллине пуртӑ тытнӑ, теприне ҫамки ҫумне илсе пырса аялалла, Атӑл ҫинелле пӑхать. Вӑл чӑнласах та ачасем хӑйсен тусӗсене сахалах мар сӑнласа кӑтартнӑ ҫын пулчӗ. — Сирӗн лаша ҫав чӑрмав урлӑ каҫма пултарать-ши? — тесе пӑшӑрханса ыйтрӗ мустангер, тарӑн ҫурӑк патнелле пырса ҫитсе. Кӗнекине эпӗ, паллах, сутӑн илтӗм, ӑна валли кирлӗ укҫан пӗр пайне пристаньсем ҫинче ӗҫлесе тупрӑм, тепӗр пайне Андрей Деренковран кивҫен илтӗм. Эпӗ чӑннипех те лайӑххӑн ӑнланаймарӑм ӑна. Ун айӗнчи урай тепӗр хут ишӗлсе анса ҫӑтса ямарӗ-ши ӑна? Тэчер судья Тома питех те хисеплеме пуҫларӗ. Юман хуппи каллех курӑк ҫине ӳксе чӑштӑртатрӗ. Эпӗ Сциллӑпа Харибда хушшинче, — тесе ҫырнӑ вӑл. — «Эсӗ вара?» Урамсенче хаҫат сутакансем «Юлашки хыпарсем» ятлӑ хаҫатсем илме сӗнсе чупса ҫӳреҫҫӗ. Ҫывхарса килекен хӗр ури сассисем унӑн шухӑшӗсене сирсе ячӗҫ. Галилейӑн ҫӗнӗ сочиненине питӗ пысӑк йывӑрлӑхсемпе пичетлесе кӑларма май килнӗ. Джим ҫӑвар туллин ҫавӑрттарса ҫиет — хырӑмӗ хытӑ выҫнӑ ҫав унӑн. Эпӗ ӑна яланах юрататтӑмччӗ, ҫавӑнпа та вӑл мӗскӗнленсе ларни пӗрре те манӑн кӑмӑла каймарӗ. Вӑл хӑйӗн шӑнса хытса кайнӑ хӑлхине сӗркелет, утнӑ ҫӗрте атӑ кӗлипе атӑ кӗлине шаклаттарать, ҫӳхе перчетке тӑхӑннӑ аллисем шӑнса кӳтсе кайнӑ. Пуҫа кӑларса пӑхатӑп та — аялти кӗпепе ҫеҫ юлнӑ ҫара ураллӑ хӗрарӑм тӑра парать… Вӗри шыв, шӑмшакка ӑшӑтса ярса, хырӑма тӑрантнӑ пекех туйтарнӑ. Ткачпа кум михӗ патне ыткӑнчӗҫ: кум арӑмӗ тепӗр енчен ҫатӑрласа тытрӗ, каллех тӗркӗшме тытӑнатчӗҫ-и тен, анчах ҫак вӑхӑтра, тек ӗнтӗ ниҫта та пытанма ҫуккине кура, дьяк михӗрен тухрӗ. Манӑн ҫывӑрмӑшра унӑн сӑн ӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑрать. Хальлӗхе пире ӗҫтереҫҫӗ, ҫитереҫҫӗ, кайран варӑ мӗскер? — Ытла хӑрушӑ-ҫке! — тет Куян Тути. Сан ҫулсенче чух эпӗ те — хам эпӗ акӑш мар-ши? тесе шутланӑччӗ. Чӗреслетсе ҫӑвакан ҫумӑр витӗр пӗр ҫутӑ та курӑнмасть — пурте ҫывӑраҫҫӗ пулас. Пит айван йытӑ… пӑхма эсӗ ӑслӑ пек, пит кӑмӑллӑ пек. Ырӑ кун, Джим. — Кун пирки тавҫӑрса илеймен эпӗ. «А, юлташсем, мӗн пулать те мӗн килет! терӗҫ те пурте, кӑшт чарӑнса тӑчӗҫ, нухайккисене ҫӗклерӗҫ те вӗсемпе пӗррех туртса ҫапрӗҫ — вӗсен тутар лашисем ҫӗртен уйӑрӑлса ҫӗленсем пек сывлӑшалла талпӑнчӗҫ, ту айӑккинчи тем тарӑнӑш хушӑк урлӑ ыткӑнса каҫса тӳрех Днестра сикрӗҫ. — Анчах эс асту вара, ан ҫӗмӗр. Эпӗ ҫунатланса ҫӳренине хуҫасем сисрӗҫ, карчӑкӗ ятлаҫатчӗ: — Вуласа йӑлтах манса кайнӑ, эсрелӗ ачи, сӑмавара тӑваттӑмӗш кун ӗнтӗ тасатман! Шӑтӑка пӗтӗмпех тултарса лартрӗҫ. Ку ӗнтӗ ӗнсе чиккинчен хытӑ ҫапса янипе тӑнне ҫухатиччен ыраттарни кӑна та мар. Темле, пин шуйттан ман урана тытса ҫурма тӑрӑшнӑ пек, тимӗр хыркачсемпе ман сиплене пуҫланӑ сурансене хырнӑ пек туйӑнчӗ. — Ҫавӑн пек пулас. Пулаҫҫӗ вӗт тӗлӗнмелле япаласем — Воропаев лакӑштатса пырса кӗчӗ те, тепӗр чӗрӗк сехетрен вӗсем, хӑйсене хӑйсем ӗненмесӗр, пурте питӗ лайӑх пулассине ӑнланса илчӗҫ. Енчен, эпӗ пӗрре кӑна та пулин аннене, аттене, сана, Макҫӑма курма пултарас пулсассӑн, урӑх мана нимӗн те кирлӗ мар… Сасартӑк вӑл Мишель Флешара курчӗ. Эсир мана килӗшместӗр… ҫук-ха, ҫакӑн пек калани ытла ҫемҫе пулать: эсир хӑвӑра мӗнле тыткалани мана тарӑхтарать, кӳрентерет, мана тата аннӳне… хӑвӑр кунта куракан аннӗре. Вара сарай тӑррисенче, чӑлансенче, чӑх витисенче сигнал паракан шӑнкӑравсем, бутылкӑсем, тимӗр татӑкӗсем кӗрлесе, янӑраса кайрӗҫ. Ак кунта костюм. Пит-куҫӗ унӑн тем пек тарӑхнине кӑтартать, куҫӗнче куҫҫуль йӑлтӑртатать. Ливингстонӑн халь пӗр шухӑш ҫеҫ пулнӑ: Танганьикӑран ҫурҫӗрелле кайса, Нил пуҫланакан ҫӗре ҫитесси. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче вӑл Бамбарӑра, Маниемӑра, ҫынҫиенсен ҫӗршывӗнче пулнӑ, Луалаба шывӗ хӗррине ҫитнӗ. Кунта мӗн те пулин урӑххи пур. Анчах Стоян пичче йӑнӑшрӗ: пӗр аяккинче, майӑр йывӑҫӗ айӗнче, пӗр ҫӳллӗ ҫын тӑратчӗ, тӗрӗксене мӗнле пытарнине вӑл ниҫта хускалмасӑр пӑхса тӑчӗ. Унӑн экипажӗ хӑйсен заданине мӗнле те пулин пурнӑҫласа, пирӗн праҫнике салхулатма шухӑшланӑ. — Анчах, закон йӗркисен формисене тумасӑр пултараймасть вӑл, — терӗ Джемма лӑпкӑн. Халиччен ку ҫынсем тӑрӑшса тата хаваспа ӗҫлетчӗҫ. Анчах вӗсен дисциплинине чакарма утрав курӑнни те ҫитрӗ пулас. — Ав епле ӗҫсем, — терӗ вӑл малтанхи пекех кулса. Ҫуркунне пирӗнпе паллашма яла кӳршӗри пӗр ҫамрӑк ҫын килчӗ, вӑл хӑна пӳлӗмне кӗрсенех пӗрмай фортепьяно ҫине пӑхрӗ, Мимипе тата Катенькӑпа калаҫкаланӑ май пуканне майӗпен-майӗпенех фортепьяно патнелле куҫарчӗ. Халь вӑл урӑх енне, Ҫӗнӗ Зеландин ҫыранӗсем патнелле хӑвалать. Ҫав вӑхӑтра эпир витӗрех курӑнан ҫӳллӗ вӑрманран пӑрахса тухрӑмӑр, хамӑр шӑлтах тӗлӗнсе кайнипе пӗр сӑмах та чӗнместпӗр. Сире салтаксем те юратса хисеплеҫҫӗ; кун пек ҫын сайра пулать. Пӗтӗм пуҫӑма юн тапса тухнӑ пек пулчӗ, анчах та эпӗ ун патне лӑпкӑн утса пырса, лӑпкӑ кӑна сасӑпа:— Мӗн шыратӑн эсӗ, Ромашка? — тесе ыйтрӑм. Хамӑра ертсе килнӗ ҫӑл шывӗ аташтармӗ-ши пире? — Эпӗ, аппа, — терӗ ӑна Роберт. — Сире пурне те хӑтарма килтӗм эпӗ. Анчах шӑп пулӑр! Ҫакӑн хыҫҫӑн пуху саланчӗ. Тӗрӗссипе, уншӑн пӑшӑрханма та кирлӗ мар, мӗншӗн тесен, каюти шӑп кӑна упа шӑтӑкӗ евӗрлех. Анчах Ӑмӑрткайӑк ӑна ҫапла тавӑрчӗ: — Ҫут тӗнче тӑрӑх урлӑ-пирлӗ утса тухсан та сан пеккине урӑх тупаймастӑп эпӗ. Вӗсем туннелӗн тепӗр вӗҫне ҫитрӗҫ, хӑйсен кантрисене чул сӑрт тӗпекӗнчен кӑкарчӗҫ те малалла кайрӗҫ. Хуҫа кӗреки, яланхи пекех, йӗсӗм курланкисен хӳттинче, кунӗн-ҫӗрӗн чӗкеҫ пек чӗвӗлтетсе юхса выртакан тӑп-тӑрӑ та сивӗ юхан шывпа анкарти ҫумӗнчи ӗмӗр ешӗл самшит йывӑҫӗ хушшинче. Борт ҫумне тӗрлӗ ҫӗре хунарсем ҫакса палубӑна ҫутатмалла пулчӗ. Вӑл ученӑя патагонецран ыйтса пӗлме хушрӗ: экспедицин начальникӗ мӗн хушнине Паганель хаваслансах итлерӗ. Кунта пӗр-пӗринпе черетленсе пыракан катасем, тӗрӗсрех ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр вӑрман, питӗ капӑр. — Ӑна ҫаклатни аван-ха. — Сывӑ! — Ҫав Станчо пиччепе йӑпансах! Калама тытӑнать те — вӗҫне-хӗрне тухаймасть. Чӑнах та, часах лаша ури сасси илтӗнчӗ, Ясько ҫӑл патне ҫитрӗ те ӑйӑрӗ ҫинчен сиксе анчӗ, лапсӑркка пуҫне силлесе илчӗ. Ун сӑмахӗсене Марыся халь лайӑх музыкӑна аса илнӗ пек асне илчӗ. Кӗнекесем ытла нумаях мар пулин те пӗринчен пӗри лайӑх. Вӑл пӗтӗмпех шанать, пӗтӗмӗшпех атте ҫинче… Анчах халӗ такам чӑштӑртатса утни уҫӑмлӑнах илтӗнет. Ҫак шухӑшпа вӑл икӗ кун иртсен Мински патне каллех пынӑ; анчах ҫар ҫынни лакей ӑна сиввӗн: улпут никама та йышӑнмасть, тесе пӗлтернӗ те малти пӳлӗмрен кӑкӑрӗпех тӗртсе кӑларса янӑ, хыҫӗнчен алӑка шатлаттарса хупса хунӑ. Эсир, чӑн та, чухлатӑр ӗнтӗ вӗсене ӑҫта чи пысӑк хӑрушлӑх тӗл пулнине? — вара вӑл шӑп ҫав вырӑнах кӑтартмарӗ пулин те, мӗн кӑтартмаллине кӑтартрӗ. Куратӑп эпӗ, кунтан вӑл хутора ҫитме инҫе мар, кунта сирӗн патӑрта вара тӑватӑ йӗкӗтрен тӑракан бригада хӑваратпӑр, ан тив вӗсем сире ӗҫре пулӑшчӑр. — Унашкал виҫ кӗтеслӗх унта ҫук та-тӑр, анчах эпир пӗлмен ҫӗр чӑнах та пурах. — Эсӗ ун пек тӑвайман! Лука хӑй шухӑшне улӑштарчӗ, халех шыва кӗме тӑхтарӗ. Хӑвӑн шухӑшна тепӗр ҫынна ертеймесен, епле хамӑр тӗрӗслӗхшӗн кӗрешекен боец-ха вара эсӗ? — Эпӗ курнӑ, сэр, — терӗ Сильвер. Ӑҫта паллӑ тӑватӑн? — чарчӗ ӑна Волошин. Ҫил пушӑ пӳлӗмсемпе кӑмакасен улакан мӑрйисене кӗрсе тулать, шӑтӑк-шатӑк, ҫурма ишӗлчек ҫурт вара сасартӑк ӑнланмалла мар сасӑсемпе хавасланса каять, — вӗсене эпӗ ирӗксӗрех сехӗрленсе итлетӗп. — Ҫапла, ҫапла! Иван Петрович ун патне пырса ҫитнӗ те, ыраттарман-ши тесе, ыйтса пӗлнӗ. Ливан тӑвӗсем ҫинче шӑп та шай вунӑ ҫул пӗр-пӗччен ҫӳресе йывӑр тӗрӗслеве чӑтса ирттернӗ этем пулнӑ ку, паян вӑл хӑй ирӗкӗпе Изидӑна юнлӑ аслӑ парне кӳме тивӗҫлӗ. Вӗсем ҫавӑн чухнех пӗр-пӗрин ҫине пӑхма вӑтанакан пулнӑччӗ, каҫхи апат вӑхӑтӗнче тин, арӑма вӑл шыв ярса панӑ чухне, пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ те кӑштах кулса илчӗҫ. Инҫе перекен оруди снарячӗ кӗпҫерен секундра икӗ километр хӑвӑртлӑхпа тухса каять. Андрей, Павел каланине итлесе, аллисене ҫурӑм хыҫӗнче тытса, чӳрече патӗнче тӑчӗ. Нина Капитоновна эпӗ питӗ ҫӳлте вӗҫни пирки ыйтса пӗлчӗ, ун сӑмахӗ мана Даша инкен ҫыруне асилтерчӗ, ӑна эпӗ Балашов шкулӗнче вӗреннӗ чухнех илтнӗччӗ-ха: «Ытти ҫынсенни пек ҫӗр ҫинче ҫӳрес шӑпу ҫук пулсан, эппин, Санечка, аяларахран вӗҫме сӗнетӗп сана», тенӗччӗ. — Питех те аван, вӑл ман ура патне кӑшт кӑна ишсе ҫитеймерӗ! Акӑ вӗсен ача ҫуралнӑ… Ҫуралнӑскере тӗне кӗртес пулать. Вӗсен, мӗскӗнсенӗн, кум тума та никам та пулман; пулсан та, хӑна пӑхмалӑх вӑй пулман, ҫавӑнпа та никам та вӗсен ачине тытма пыман. Хурсем те, вӑкӑрсем те, йытӑ аҫисем те, манпа мӗн-мӗн пулса иртмен-ши? Сире шанатӑп эпӗ, юлташсем. — Пуҫтаркалӑпӑр, — тавӑрчӗ карчӑкӗ, — ҫанталӑк ҫеҫ ан чӑрмантартӑрччӗ. — Рус бун, — тет шупкарах хӗрлӗ кӗпе тӑхӑннӑ салтак, пӑхса тӑраканнисем вара пурте ахӑлтатса кулма тытӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫакӑнтан тӗлӗнчӗ: мӗншӗн-ха вырӑссем пурте уҫӑ кӑмӑллӑ та пуян тата вӗсем мӗншӗн-ха пурте, вӗреннӗскерсем пулин те, нимӗн те пӗлмеҫҫӗ? Кайма тухнӑ улпут вара хупаха юриех, тӳрӗ ҫулпа мар, тавраран ҫаврӑнса каять те Солоха патне кӗрсе тухать, ку ӗнтӗ ун шухӑшӗпе «ҫула май кӗрсе тухни» пулать. Вӑл каялла ҫавӑрӑннӑ та пысӑк уҫланкӑна пырса тухнӑ. «Юманӗ ҫуна тупанӗсем тунӑ ҫӗре каять. Тӳсӗмлӗ пул, Том, тӑрӑшсан ӗҫ майлашӗ. Ҫав, тӗрмене хупнӑ ҫун-и эсӗр?.. Иван Найденова, пирӗн патӑрта хӗлле агитколоннӑпа пынӑ качча. Пирӗн вӑл тупӑнать пулмалла. — Тӗп-тӗрӗс. Акӑ сасартӑк репродуктор калаҫма тытӑнчӗ: — Раҫҫейӑн Европӑри ҫурҫӗрпе вӑтам тӑрӑхне Арктика сивви килсе кӗнипе ҫанталӑк сивӗтрӗ, ку сивӗ тата виҫӗ куна тӑсӑлать… Вӑкӑрсене танлаштарса кӳлме пулать. — Мана кӳрентерме унӑн нимле май та ҫук, ку ӗҫе унӑн хевти ҫитмест. Ытти чухнехи евӗр, пӗр ҫын та ҫӗлӗкне хывмарӗ, анчах, эп пырса тухсан, шав пӑртак шӑпланнӑ пек пулчӗ. Вӑл ҫаплах тӑрӑшнине пула урамра ҫӳрекен йытӑсем те хирӗҫ вӗрме тытӑнаҫҫӗ. Санин пӗрре Джеммӑпа юнашар, тепре унтан кӑшт каярах юлса ун ҫинчен куҫне илмесӗр йӑл кулса пычӗ. — Ан тив, — тенӗ патша, — чул мӗнлерех кӗлеткеллӗ пулнине тӑмран йӑваласа кӑтарттӑр вӗсенчен кашниех. Эсӗ — тӑшман тетӗн. Эпӗ Калиныч ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑтӑм: тӗрӗссипе каласан, эпӗ хресченрен ҫав тери «ҫепӗҫлӗхе» кӗтменччӗ. Ҫавнашкал калаҫусем хыҫҫӑн эпӗ кашни хутрах хам ӑшра Варенькӑна ҫиленетӗп, килсе кайнӑ хӑнасенчен тепӗр кун тӑрӑхлатӑп, анчах Нехлюдовсен килйышӗнче хам кӑна пуласси мана нимрен те ытларах килӗшет. — Документсем. Пӗр план пурччӗ ман. Луизӑн чӗрине тем хӗссе лартнӑ пек ыратса кайнине сӑмахпа каласа кӑтартма май ҫук пулӗ. Хӑйне ытла танлӑ тытакан Лушка кӑмӑлне ку питӗ илӗртнӗ: пӑх-ха, вӑл — партячейка секретарӗн уйӑрса янӑ арӑмӗ — ахаль колхозникпе ҫыхланмарӗ, колхоз председательне ҫавӑрчӗ, лешӗ ӑна тиркемерӗ. — Иккӗшне те, — хирӗҫлерӗ Зинаида, аллисене тӑсса. Термитсем ҫыншӑн хӑрушӑ пулсан та, иккӗленсе тӑма вӑхӑт ҫук — е хуса кӑлармалла вӗсене, е вӗсем шалта пулнине чӑтмалла. Анчах каҫхи апата ларсан пӗчӗк ачасенчен пӗри ҫапла ыйтрӗ: — Атте, Томпа Сид артистсене курма каяҫҫӗ, манӑн вӗсемпе пӗрле кайма юрать-и? — Ну, мӗнле-ха вара? — терӗ татах Аркадий Павлыч, ҫавӑнтах Софронран: — Хӑш ҫемьерен? — тесе ыйтрӗ. Ну, Павка темерӗн. Эсир, капитан, чӗлӗм туртма шутлатӑр, курӑнать. Ирӗк паратӑр пулсан, эпӗ те туртса ярам, — терӗ. Лешӗ усӑнчӑк куҫхаршиӗсем айӗнчен ҫилӗллӗн пӑхса куҫ хӗсрӗ: — Ҫапла, хыҫалтан штыкпа чышаҫҫӗ пулсан, сӗтӗрӗн. Унтах вӑл ӗлӗк ҫынсен сӑмахӗсем тӑрӑх ҫеҫ пӗлекен шампански эрехе пӗр бутылка ӗҫсе ячӗ. Павел мӗнле, Ниловна? — Анчах каярахпа ҫав организацирен паллӑ мар сӑлтавпа тухнӑ. — Мӗнле йыхрав пирки калаҫатӑр эсир? — пӗлесшӗн пулчӗ вӑл. — Ку номеру санӑн ташлаймасть! Кирила Петрович ҫукки хӑнасен ирӗкӗпе хаваслӑхне тата та ҫӗклесе ячӗ. Турра тӗрлӗрен чӗлхесем мӗне кирлӗ, — сӑмахран, курпунсем мӗн тума кирлӗ ӑна? Пӗрре йышӑннӑ позицисене тӑшмана кӑтартма юраман, ҫавӑн пек приказ пулнӑ. Ҫавӑнпа Лозневой, каялла ҫаврӑнса пӑхса, юлташӗсене кӑшкӑрчӗ: — Ложи-ись! — Тата ҫуртне те илеймен вӗт!.. Ку ҫултан часах сукмак пулса кайрӗ, кайран, канав патне ҫитсен, сукмакки те ҫухалчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӗсем хушшинчи хирӗҫӳ пушшех те вӑйланнӑ. Вӑл кунта Аннӑна каламасӑрах тухса килнӗ. Унӑн хытӑ чупакан шухӑшӗсене Игнат чарчӗ:— Юлташсем! — тесе хыттӑн калама пуҫларӗ хӑйӗн сӑмахне Панкратов. Вӑл трибуна патне пымарӗ, суфлёр будкинчен инҫе мар, рампа тӗлӗнче тӑчӗ. — Юлташсем! Вӗриленсе кайнӑ Мересьев, пӑлханнипе куҫӗсене ҫутӑлтарса, ҫав пур глиссадӑсене, змейкӑсене, точкӑсене турӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнкаларӗ, ӑна хӑйӗн ҫӑмӑл та илемлӗ кӗлеткеллӗ, ҫулӑм пек курӑнакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрне ташӑра пӗр йывӑрлӑхсӑрах илсе пынӑ пек туйӑнчӗ. Ача, хӑйне пурте пӑхӑннине туйса тӑнипе иртӗхнӗскер, кунашкал ҫине тӑрсах хирӗҫленине хӑнӑхман. Юлашки пилӗк эрне хушшинче Пӑванпа Джемма ҫав тери хастарлӑ та тимлӗн ӗҫленӗ. Птолемей йӑнӑшнӑ пулин те, вӑл ӗлӗк-авалхи аслӑ астроном пулнӑ, Аристотель вӗрентӗвӗ хыҫҫӑн Птолемей вӗрентӗвӗ малалла пысӑк ӳсӗм туни пулать. Мӗскӗн! Темӗн пысӑкӑш вӗркӗчрен тухакан тӑвӑллӑ ҫил ҫӗр айӗнчи вута ҫавраҫил пекех вӑйлатса ячӗ. — Каҫ пулнӑ ҫӗре тӳлесе татмасан, живописец господин, вара ан ҫилленӗр. Такан сассисем илтӗнеҫҫӗ. — Полк командирӗ ӑҫта? — ыйтрӗ Козельцов. Машук тӑрринче хаяра систерекен шурӑ пӗлӗт выртать, уйӑх хӗвелтухӑҫӗнче хӑпарать, юрпа витӗннӗ тусем катаран кӗмӗл тӗслӗ ҫуталаҫҫӗ. Ай, мӗн тери хӑрарӑм эпӗ: сывлӑш пӳлӗнсех ларчӗ. Нумайӑшӗ ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ. Вӑл пӑртак айвантарах уҫӑ пит-куҫлӑччӗ, кайран ӗҫке ерсе кайрӗ. …Паян пӗр ыйткалакан хӗрарӑма вак укҫа патӑм, вӑл мана: эсир мӗншӗн хуйхӑратӑр? терӗ. Йывӑҫсем те ҫаплах, унта та кунта пӗр пекех ӳсеҫҫӗ — тымарӗсем ҫӗр айӗнче, тунисем ҫӳлте, сывлӑшра. Эх, хӗрӗмҫӗм, эсӗ, сарӑ хӗр! — Санӑн Уг-Глук арӑму пур, — тенӗ вара вӑл, — эсӗ уншӑн та калаҫатӑн. Анчах ӑна ку та сахал пек туйӑнчӗ. Калаҫса татӑлчӗҫ, те, часрах ҫула тухас тесе, кашнийӗ хӑй ӗҫне тытӑнчӗ. Ун сассине илтсен нумайӑшӗ тӗлӗнсе кайрӗҫ, анчах куна вӑл кӑшкӑрнине нихӑшӗ те ӑнланса илеймерӗ, пӗри те вырӑнтан хускалмарӗ. Яш ачи ҫӗрмамӑк пирӗнчен ҫӗлетнӗ, кӑвак пӗлӗт тӗслӗ шӗлпер кӗпепе тата ҫав материалтанах ҫӗлетнӗ шӑлаварпа, пуҫӗнче ҫемҫе панама. Ҫавӑн пек килсе тухнӑ ӗҫсене пула вутӑ хатӗрлеме тухнӑ ҫынсем ҫителӗклӗ таранах мӑк тӑпӑлтарса тултарчӗҫ, ҫавӑн пекех тата вутта питӗ лайӑх каякан льяретта тымарӗсене те хатӗрлерӗҫ. Юханшыв та, ҫаран та, вӑрман та; леререхре вара чиркӳ, унтан вара татах ҫаран пуҫланса каять. — Патшана помбе е пыл килӗшет-и? — чеен ыйтрӗ чура сутуҫи, Муани-Лунгӑна мӗн кирлине пӗлсех тӑраканскер. — Пирӗн патра ун пек парад тӑвас пулсан, — терӗ те Ефим салхуллӑн кулса илчӗ, — мужиксем вӗлеричченех хӗнесе тӑкмалла! Халӗ — сывӑ пулӑр-ха. Дубровский кровать ҫинчен сиксе тӑчӗ, хӗҫпӑшалне алла илчӗ те ӳплерен тухрӗ. Тен, эсӗ ху кӗвӗҫнӗ пирки ҫапла калатӑн пулӗ? — тесе ыйтнӑ вӑл. «Ну, мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ халӗ эпир?» терӗ Тарас тӳрех ӑна куҫран пӑхса. Дик Сэнд кунта пӑсӑлман тӑватӑ пӑшал — уҫӑлакан затворлӑ, Пардипе К° завочӗ кӑларнӑ тӑватӑ чаплӑ карабин — тата патронташа майлаштарса чикнӗ ҫӗре яхӑн патрон тупрӗ. Вӑл эпӗ кӗнине малтан илтрӗ, малтан курчӗ, вара ман ҫине пӑхрӗ. Казаксем пемерӗҫ, вӗсем чеченецсенчен пӗр пилӗк утӑмра кӑна ӗнтӗ. Снарядсем ҫурӑлнипе хӑраса ӳкнӗ лашасем повозкӑна тӑруках траншейӑран туртса кӑларчӗҫ те, хӑрушлӑх ӑҫтине тӳрех ӑнланса илеймесӗр, сӑрталла ыткӑнчӗҫ, унтан аяккалла пӑрӑнчӗҫ те постромкӑсене ҫапӑнтарса анаталла вӗҫтерчӗҫ. Ҫакӑн пек тамӑка эпӗ нихӑҫан та тӳссе ирттермен. Ҫапах та, Фелим ҫине тӑрсах: «чӑнахах куртӑм» теме тапратсан, Зеб тӗлӗнсе кайнӑ. Ӗненетӗп эпӗ сана, кӗтсех тӑр! — Апла-тӑк, эпӗ ӑна шӑмат каҫ сан Лушкупа пӗрле куртӑм. Санпа юрату ҫинчен калаҫни кулӑшла та пулса тухать пулӗ! — Ӑҫта? Таврара тупӑ кӗрлевӗпе пӗрлех йывӑр кӳлнӗ урапа лӑчӑртатни, тар нӳхрепӗнче ӗҫлекенсем калаҫни илтӗнсе тӑчӗ. Мана унпа пӗр пилӗк кун каярах паллаштарчӗҫ. Башньӑна тӗрлӗ вӑхӑтсенче темиҫе хутчен та хупӑрласа илни курӑнать: унӑн стенисем ҫинче тӗрлӗ снарядсем, XIV ӗмӗрти чул етресенчен пуҫласа XVIII ӗмӗрти чугун етресем таранах йӗрсем хӑварнӑ. Ҫур сехетрен Степан Бояркин Макариха патне ҫитрӗ. Ҫӗршывра апат-ҫимӗҫ ыйтӑвӗсене парти, хӑй вӑхӑтӗнче индустриализаци ыйтӑвӗсене татса панӑ чухнехи пекех, хӑвӑрт татса парӗ. Ӑҫта каймалла санӑн? Анчах картинӑра пуринчен ытла ӑна тӑвакан художникӗн вӑйӗ палӑрса тӑрать. Каллех — сасартӑк пулмасан та — пурте чӗмсӗрленнӗ, хӑшӗсем ун ҫине сӑнавлӑн пӑхнӑ, хӑшӗсем вӑрттӑн кулкаласа илнӗ, хӑшӗсем хӑйсем кӑмӑлсӑррине пичӗсем ҫинче уҫҫӑнах палӑртнӑ. — Каҫар, Опанас Иванович, ку хуйхӑрнипе пулчӗ. Базаров хӑй патӗнче, пӳлӗмре питӗрӗнсе ларчӗ; чей ӗҫме ҫапах та тухрӗ. — Ку вӑл хулана пӗтӗм халӑх вӑйӗпе юсаса ура ҫине тӑратмалли движени… субботник пекскер, анчах кашни кулленех пилӗк сехетрен пуҫламалла… ӗҫ умӗн икшер сехет… — хывӑннӑ май ӑнлантарчӗ амӑшне Леночка. Эпӗ пирӗн финанссене перекетлӗ тытса пурӑнни ҫинчен, пирӗн тинӗс ҫинче те, ҫӗр ҫинче те тунӑ паттӑр ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӑм. Коридорта ҫынсем уткаласа ҫӳрерӗҫ, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнчӗҫ, пусӑрӑнчӑк сасӑпа пӑшӑрханса та шухӑшлӑн калаҫрӗҫ. Петр хӑй пӗррехинче, фабрикӑри рабочисем ӳсӗрпе ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, шӑллӗне:— Пӑсӑлать халӑх, — тенине аса илчӗ. Хӗвелӗн урлӑшӗ Уйӑх урлӑшӗнчен 400 хут пысӑк, Уйӑх, Хӗвелпе танлаштарсан, пирӗнтен 400 хут ҫывӑхарах тӑрать. Вӑл Катян пысӑк та илемлӗ аллисене ярса тытрӗ те, хӗпӗртенипе антӑхса кайса, вӗсене хӑйӗн чӗри патне тытса пӑчӑртарӗ. Ҫав хушӑрах хӑй минутсеренех сехет ҫине пӑха-пӑха илет. Вӑл тухса каясшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ. Нумайччен каларӗ вӑл. Софири Димитр Обшти каварӗпе ҫыхӑннӑ пулнӑ иккӗн, Орханий пуштине ҫаратнӑ ҫӗрте те пулнӑ. Сергей Петровича эп хӑйне пӗлеймен… — Урӑх пӗр сӑмах та каламасӑр, ҫӗре мӗнле чавнине туса кӑтартрӗ вӑл. Анчах кунта пуринчен те япӑхрах: лешсем халӑх ҫинелле тӗллеҫҫӗ те. Ольбинет ӑна кӑвар ҫинче ӑшаласа пачӗ, вара ҫулҫӳревҫӗсем кун пек йӗкехӳресем така пысӑкӑш ӳсейменни ҫинчен пӑшӑрханса калаҫрӗҫ. Анчах кӑлӑхах. «Пӳске калаҫасшӑн мар», — терӗ Джим. — Пӗр хыпар та-и? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Государыня ӑна чӗнсе илнӗ те, кулса ҫапла каланӑ: «Эпӗ хам панӑ сӑмаха тытнӑшӑн тата сирӗн ыйтӑвӑра татса пама пултарнӑшӑн питӗ хавас. Ҫырмастӑп эп сан патна, хут та сая ямастӑп — пурӗпӗр эсӗ ответ парас ҫук. Денни урайне персе аннӑ. Вӑл яланах мӗн те пулин тӑвать: е чӑлха ҫыхать, е хӑйӗн пӳлӗмне тултарса ларакан арчасенче чакаланать, е кӗпе-йӗм шутне ҫырать тата эпӗ: «генерала тухас пулсан, ытарма ҫук хитре хӗре качча илетӗп, хам валли ҫӳрен лаша туянатӑп, кӗленче ҫурт туса лартатӑп та Карл Иваныч тӑванӗсене Саксонирен ҫырупа чӗнсе илетӗп» тенине е ҫавнашкал пули-пулми сӑмахсене итленӗ май: «ҫапла, улпутӑм, ҫапла» текелетчӗ. Унтан, сухалне ывӑҫласа тытнӑ та, нимӗн чӗнмесӗр, Фомана сӑнама пуҫланӑ. Пултараканскер вӑл, шуйттан ачи, хам вара унпа мӗнле нуша курнине шутласа та кӑларас ҫук! Эпӗ хӗрарӑм сассине те илтрӗм:— Ҫыххине парасшӑн мар, — терӗ вӑл. — Санӑн аҫу аван ҫын, — тавӑрать Базаров: — анчах вӑл отставкӑна тухнӑ ҫын, вӑл хӑйӗн юррине юрласа пӗтернӗ ӗнтӗ. — «Апла тесен, мӗншӗн-ха вӑл упӑшкине йытӑпа кайма, хушмарӗ?» — терӗм эпӗ. Эпӗ вӗсенчен мана каҫарма ыйтӑп. — Уйрасшӑнччӗ ҫав эпӗ сире, мӗншӗн тесен ҫав юрату санӑн пӗтӗм пурнӑҫӑнтан тӗлӗнмелле телейлӗ пулса пыратчӗ. Кушак аҫи хӑяр йӑранӗ, помидорпа купӑста тӗмӗсем хушшипе хӗрлӗ ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе чупрӗ, хӗпӗртесе ӳкнӗ Разметнов, чӗркуҫлене-чӗркуҫлене ларчӗ, чӗркуҫҫине аллипе ҫапа-ҫапа:— Тыт ӑна! — Мана?.. — тепӗр хут ыйтрӗ Титок. Сывпулӑр! — тенӗ. Ну, ним те мар, эпӗ ӑна хама ырӑ тунӑшӑн ахаль тумӑп. Ҫакӑн хыҫҫӑн нимле вӑйӑ та пулмасть! Тапӑртатнӑ сасӑ аякранах илтӗнет, кӗмӗл атӑ кӗллисен сикнӗ чух тата урапа тапнӑ чух пулакан сасси сывлӑшра самай инҫетре янӑраса тӑрать. Сцена тӗттӗмччӗ, ӑна пӗртен пӗр лампада кӑна ҫутататчӗ. Унтан Никита, курпунӗпе стена ҫумне тайӑнса, пуҫне усса ларнине асӑрхарӗ. — Эсир ӑҫтан пӗлетӗр ӑна? — парӑнмарӗ ывӑлӗ. — Мӗншӗн-ха вара эсир Риварес вӗсемпе ҫыхӑну тытать, тесе шухӑшлатӑр? Чипер? — Пурне те ҫитӗ… — Ӑна тахҫанах арӑслансемпе леопардсем тытса ҫурнӑ, ҫак тискер кайӑксем мана ӑна тавӑрма май паманнишӗн ҫеҫ кулянатӑп эпӗ. — Томас Сойер! Вӑл чӗререн тупа тусах мана хӑйне ҫынсем эмел парса вӗлерменни ҫинчен, хӑй питех нумай ӗҫнӗ хыҫҫӑн сивчирпе чирлесе вилни ҫинчен каласа пачӗ. «Ҫук, атте, — хисеплесе ответленӗ Алексей, — эпӗ эсӗр мана гусара ярасшӑн маррине куратӑп: манӑн сирӗн сӑмахӑртан тухас пулмасть», — тенӗ. Хӑвӑрт вилес вырӑнне майӗпен вил! «Тытса хӗртмесӗрех иртсе каять пулас», ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ Павка. Мӗншӗн Кассий Кольхаун хӑй куккӑшӗн ывӑлне вӗлернӗ-ха? Эпӗ хам та ҫӳреместӗп. Анчах хӑҫан пулнӑ-ха вӑл? Ҫулҫӳревҫӗсем шыв ӗҫсе тӑрансан, разведчиксем вӗсене чаплӑ ирхи апат ҫитерчӗҫ. Тачӑ ретсем витӗр сарӑлса, ҫӗр ҫумӗпех йӑпшӑнса сапаланса, уҫӑмсӑртараххӑн каларӗ малта Осадчий тӑнкӑртатакан хулӑн команди: — Пӗр-ремӗш ҫурма рота. Акӑ вӗсенчен пӗри урисене кӗтеслесе ларчӗ те карниз тӑрӑх чупать. Ҫапла вара Антун пуп, пуп майри — Федоровна тата тиечук ҫурранах улпут килне утрӗҫ. Ҫул ҫинче вӗсем халӗ ҫеҫ пытарнӑ ҫыннӑн ырӑ ӗҫӗсем ҫинчен тата унӑн вырӑнне юлакан ывӑлне малалла мӗн-мӗн кӗтме пултарасси ҫинчен Егоровнӑпа халлапланса пычӗҫ. — Эпӗ, атте, пулеметчик пулса, урӑхларах лашасемпе те чылай тертленнӗ! Соколов хайхи каялла таптарнӑ та сулахая пӑрӑннӑ, тепӗр урама тухнӑ; хӑвалакансем ӑна куҫран та вӗҫертнӗ, тухтӑр кӑштах сывлӑш ҫавӑрма чарӑнса тӑнӑ. Эпӗ, паллах, ун пек тума хӑяс ҫукчӗ… — Пьемонтецсем вӗсем пурте хӑюсӑр, — терӗ ҫилленсе хура ҫӳҫлӗ ҫын. — Сирӗн ял-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Юргинӗ. — Арестанта илсе кайма пултаратӑр, — терӗ вӑл хурал салтакӗсене. Ман ҫинчен каламастӑп тесе сӑмахна пар, Джо! Кил-ҫуртсӑр пӗччен ула кураксем, япӑх ҫанталӑкра ҫын пӑрахса хӑварнӑ итемсемпе утӑ куписем ҫинче шухӑша кайнӑн пӑхса ларнӑскерсем, халь ӗнтӗ ҫиле хирӗҫле вӗҫсе хӑпарма пуҫларӗҫ. — Комендантран, камран пултӑр тата? «Тӗлӗнмелле халӑх ҫак казаксем, ҫак Устин мӗнле ҫын пулнине пӗлсе ил-ха акӑ эсӗ. — Так точно, ваше благородие. Алӑк умӗнчи ҫутӑ витринӑра кӑтартнӑ тӑрах, «Кашкӑр сукмакӗ» ятлӑ спектакль пырать, актерсен списокӗнче эпир ҫавӑнтах Гришӑна шыраса тупрӑмӑр. Окопран тӗксӗм симӗс тӗслӗ каска тӑхӑннӑ Андрейӑн пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Унпа юнашар, мӑйне тӑсса, вӑрӑм сӑмсине унталла-кунталла пӑркаласа, панича Иохим парнеленӗ, алла вӗрентнӗ ҫамрӑк аист тӑрать. Апатлансан, лайӑхрах лашасене кӳлӗр те, тӳрех хутора. Ун вырӑнче кирек мӗнле хӗрарӑм та аптӑраса кайӑччӗ ӗнтӗ. Дубровскине пӗр-пӗччен тӗл пулассишӗн ҫунма пуҫларӗ, татӑклӑ самант умӗн унпа курса канашласшӑн пулчӗ. Пит те тӗлӗнмелле туйӑнать ку арҫын ача, урисем тата ытла та пӗчӗк-ҫке! Пӗр сӑмахпа каласан, Валька икӗ сехет хушши хӑй чӗрӗпӗ ҫинчен каласа пачӗ, кайнӑ чух ҫеҫ Кораблевран мана салам каласа хӑварчӗ, ҫитес кунсенче вӑл кунта ман пата кӗрсе тухать, тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ чӗрнесем ыратса кайичченех реяна мӗнпур вӑйпа ҫатӑртаттарса тытрӑм. Хӑрушлӑха курас мар тесе куҫсене хупрӑм. Юнашарах, ҫул хӗрринче, ҫамрӑк кӑтра хыр ларать. — Мӗнле Собко пултӑр. Кунта кил те пирӗнпе пӗрле мононгальски виски ӗҫ-ха. — Эпӗ шанӑҫлӑ этем, интереслӗ ҫын мар. — Вӑраннӑ, — тӳрлетрӗ Ольга. — Вӑл апла сана хӗл каҫиччен сӑмсаран ҫавӑтса ҫӳренӗ? Акӑ тата вӑрманта такам йынӑшма тытӑнчӗ, куҫа курӑнакан виле евӗр йынӑшать вӑл, лешӗ хӑй чӗринче мӗн пуррине каласа парасшӑн, анчах хӑйне ӑнланакансене тупаймасть, ҫавӑнпа масарта лӑпкӑн выртаймасть вӑл, ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе йынӑшса ҫӳрет. Пирӗн организацинче ӗнтӗ службӑра пулнӑ казаксем виҫҫӗр ҫын ытла. — Кала тата! Мересьев ҫырӑва хӗвне чикрӗ те, ун ҫинчен ҫав самантрах манса кайса, Петров хыҫҫӑн, самолётсем тӑракан ҫӗрелле илсе каякан вӑрманти такӑрлатнӑ сукмак тӑрӑх, чупса кайрӗ. Ҫавӑнпа вӑл халӗ ҫамрӑксем погром вӑхӑтӗнче еврейсен ҫемьисене пытарса усрани ҫинчен каласа панине тинкерсе итлесе ларать. Манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ сӑркӑлтатса чупать, малтан мана вӗри, унтан сивӗ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек туйӑнать. Тата темиҫе минутран вӗсем, нимӗн те пулман пекех, пӗр-пӗринпе паврама пикенчӗҫ, леш тӗлӗнмелле сасӑ илтӗнмест-и тесе ҫеҫ итлесе пыраҫҫӗ. Анчах пур ҫӗрте те шӑплӑх тӑрать. Инструментсене хулпуҫҫисем ҫине хурса, вӗсем малалла утрӗҫ. Чӑн малта Мерри пырать, яланах Скелет утравӗпе пӗр лини ҫинче пулас тесе, аллине Джон компасне тытнӑ. «Мӗнле пӑшал?» Зоя килсе кӗчӗ те, Анна Васильевна вӑранманни ҫинчен систерчӗ, чӗрне вӗҫҫӗн утса ҫӳреме пуҫларӗ. Эсӗ ӑна каласа пар ман ҫинчен… Ҫутҫанталӑк туртӑмӗн вӑйӗ кирек ӑҫта инҫетре пулсан та сисӗнет, ҫавна эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, анчах пӗлет ҫинчи япаласем пӗр-пӗринчен аяккалла уйрӑлса пынӑҫемӗн вӗсен туртӑм вӑйӗ те чакса пырать. Эпӗ ҫывӑрмастӑп, ҫывӑрнӑ пек выртатӑп. Ман лаша саншӑн хатӗр тӑрать. «Термитсемпе танлашас тесен, — ҫирӗплетрӗ вӑл, — ҫынсен сахалтан та Гималай тӑвӗсен чи ҫӳллӗ Эверест ятлӑ тӑвӗ ҫӳллӗш ту купаласа хӑпарас пулать». Вӗсем мана йӗп пек чикеҫҫӗ. Кольхаун ура ҫине тӑрать. Хӑйӗн Енюшине курсан, вӑл каллех макӑрса илчӗ, анчах ӳкӗтлеме тӗл килмерӗ: шалӗ ҫине куҫҫуль ан тумлатӑр тесе, куҫӗсене вӑл часах шӑлса типӗтрӗ. — Пӗлместӗп. Виҫҫӗр-тӑватҫӗр ҫул авал чиркӳ влаҫӗ чиксӗр-виҫесӗр пулнӑ. Унта ҫав кунах кӑнтӑрла иртсе икӗ сехетре ҫитрӗм, сывах пурӑнакан хамӑн арӑмпа ачамсене тӗл пултӑм. Хуллен йӑпшӑнса килнӗ ыйӑх унӑн ӑс-тӑнне сӳнтерсе пычӗ. — Тӳрех! — асӑрхаттарса каларӗ Ольга. Мэри Грантпа пӗрле вӑл Гленарванпа юнашар ларчӗ. Иван Яковлевичӑн вара татах сӑмсана илсе кӗсьене пытармалла пулчӗ. Ӑшӑтсан, пӑлана тӗл пулас ҫук вара. Анна Дмитриевна хӑй те тетте пек — пӗчӗкҫӗ, ырханкка, ҫамрӑк сӑн-питлӗ, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫепӗҫ алӑллӑ, яланах хаваслӑ тата яланах ырӑ тумлӑ. Вӗсем пурте — хӑш-пӗрисем пӑшалсемпе, теприсем — пуртӑсемпе хӗҫпӑшалланнӑ. Сентябрӗн 24-мӗшӗнче, ҫав ҫулхинех, Дэвид Ливингстон Сан-Паулу-ди-Луандӑран тухса кайнӑ. Пуянсене ҫӗр тара илме, ҫынсене тара тытса ӗҫлеттерме ирӗк пачӗҫ… «Ҫук, ырӑ рыцарь, эпӗ сире нимпе те тав туса пӗтереес ҫук» терӗ те вӑл, унӑн кӗмӗл сасси чӗтресе илчӗ. Каторгӑра пулман вӑл, — суйнӑ иккен Любовь. Юпа ҫинче ҫакӑнса тӑрасси — мӗн йывӑрриех пур ӗнтӗ! Хирте ачасем пӳскелле выляҫҫӗ, вӗсем нумаййӑн, пӳски хӗрлӗ. Хӑй тӑван пиччӗшӗсен ҫиллинчен — Авессалом кӗвӗҫӗвӗнчен те Адони кӳлешӗвӗнчен — тарса хӑтӑлса, ют ҫӗрсенче ют ятпала вӑрах ҫулсем хушши тертлӗхре сӗтӗрӗнсе ҫӳреме, питех те хӑрушӑ чухӑнлӑхра ним тивӗҫсӗрлӗхпе пурӑнма тивни ҫинчен те каласа панӑ патша ӑна. Лаши хаклӑ тӑрать! Вулкан вӑйӗ пире чул ванчӑкӗсемпе, кӗллӗ-кӑпӑклӑ ҫумӑрпа пӗрле, ҫулӑмлӑ ҫавра ҫилпе ҫӳлелле тӗртсе сирпӗтӗ те сывлӑш ҫинелле ывӑтса ярӗ! Эпир курас инкекрен ку ӗнтӗ чи лайӑхраххи пулса тӑмалла-и? Ӑҫтан колхоз тӑшманӗ пултӑр-ха вӑл? — Эх, этем! этем! Кӗсйинчен енчӗк туртса кӑларчӗ те суккӑрсем ларнӑ тӗлелле утса кайрӗ. Кунта тимӗр кӑвак лаша паллӑ туса мана пӑртак тӑхтама хушрӗ, хӑй виҫҫӗмӗш пӳлӗме кӗчӗ. Эпӗ иккӗмӗш пӳлӗмре юлтӑм, хуҫапа унӑн арӑмне парне вырӑнне пама икӗ ҫӗҫӗ, суя жемчугран тунӑ виҫӗ браслет, пысӑках мар куҫкӗскипе эрешлесе тунӑ ожерелье хатӗрлерӗм. Вӗсен ҫинче пӗрин ҫинче те ылттӑн ҫук; ылттӑнӗ кунта хӗҫ тыткӑҫӗсемпе вӗсен йӗннисем ҫинче ҫеҫ ялтӑртаткаласа илет. Ишме ҫав тери хӑрушӑ пулнӑ. Мӗн тулкки пур кӗнекере? Вӑл пулемет мӗнле пенине итлемерӗ, пульӑсем мӗнле вӗҫнине те курмарӗ, анчах хӑй ӑна лектернине ӗненчӗ, вара чарӑнса тӑмасӑрах тӑшман самолёчӗ ҫине малаллах ыткӑнса пычӗ, мӗншӗн тесен ӑна пырса ҫапӑниччен лешӗ аялалла анса каясса пӗлчӗ. Чӑннипех калас пулать, эпир пиитӗ те… Старик ҫине ҫавӑнтах чашкӑрса пӑрахнӑ, Зубов ӑна хулпуҫҫинчен те тӗртсе илнӗ. Вӑт ку аван вара! — Ҫапла тейӗпӗр. — Кирлӗ мар! Унӑн чӗри хӑвӑрт тапса тӑчӗ, пӑшӑрханнипе пуҫӗ ҫаврӑнчӗ. Вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ. Хурал тӑнӑ ҫӗрте Клисурӑ халӑхӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех вун саккӑртан пуҫласа аллӑ ҫулалла ҫитнӗскерсем вырнаҫса тухрӗҫ. Ҫавна, Фома, пурнӑҫран ҫеҫ вӗренес пулать. Ну, паллах ӗнтӗ! Служба тени мана тӳрех темле ирӗке кӑларнӑ пек, Петербургри ырӑ савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ пек туйӑнчӗ. Автансем ҫитмӗлшер ҫул пурӑнмаҫҫӗ, ҫутҫанталӑк законӗсенче ун ҫинчен нимӗн те ҫырман. Ӑшра хӗрӳлӗх пуррине е шухӑш вӑйлӑланнине кӑтартни мар-ха ку: куҫа йӑмӑхтариччен ҫутатать те, ҫапах та сиввӗн пӑхать, яка хурҫӑ ҫути евӗрлӗ вӑл, нумайччен те пӑхса тӑмасть хӑй, анчах тинкерсе, йывӑррӑн пӑхса илет те именмесӗр каланӑ сӑмах намӑслантарнӑ пек вӑтантарать, нимӗн туйӑмсӑр лӑпкӑ кӑмӑлпа пӑхмасан, ӑна чӑрсӑр пӑхать теме те пулать. Ҫакна вара вӑл ун ашшӗ урлӑ тума шут тытнӑ, ку тӗлӗшрен хӑйӗн власть пуррине лайӑх сиссе тӑнӑ вӑл. Мӗскер ку, тет, Иван Никифорович манран, тӑшманран ютшӑннӑ пек, пӑрӑнса ҫӳрет, тет. Эсӗ вилсен те вӑл сӳнсе ларас ҫук. Халӗ вӑхӑчӗ ҫавӑн пек, тытӑнса пӑхма та юрать. — Мӗн каласшӑн, Марчев? Йытӑ вӗсен енне пӑхса е вӗрет, е йынӑшса уласа ярать. Наступлени тума тытӑнатпӑр пулас, подполковник юлташ. Ман атте хӑй аран-аран ҫеҫ вуласа ҫыркалатчӗ, анчах пире лайӑх пӑхса ӳстерчӗ. Пӗррехинче эпӗ анне пӗр-пӗччен кулса ларнине асӑрхарӑм, — унӑн питне пӑхсах эпӗ вӑл ҫав арҫын ҫинчен шухӑшланине тавҫӑрса илтӗм. Вӑл чӑнласа калаҫни, унӑн чӗререн тухакан сасси ашшӗне савӑнтарчӗ, вара Петр тата та ачашрах, паттӑртарах калаҫма тытӑнчӗ. — Калаҫҫӗ, анчах эсӗ — ан итле вӗсене! Пирӗн тавра ытти ҫынсем кулкалани те пӑшӑлтатни ман сӑмахӑма вӑхӑтсӑр татрӗ, эпӗ ҫаврӑнса пӑхрӑм. Хуралҫӑ суйман иккен — старик сухалне кастарнӑ. Пӑшалӗсене ярса тытса, Дик, Геркулес, Бат шӑтӑкран пуҫӗсене кӑларчӗҫ те ҫав кимӗ еннелле вут-хӗм сирпӗтрӗҫ. Часрах, часрах!.. — Бастионран-и эс? — Вара бурмистр патне ярса паратӑр-и ку приказа? Вӗсем тавра, вӗсем ҫийӗнче тӗм-хура тӗттӗм, вӗсем пӗр-пӗрин куҫӗсене те курмаҫҫӗ, шӑппӑн, пӑшӑлтатса ҫеҫ калаҫаҫҫӗ. Ҫутӑрах ҫӑлтӑрсене астрономсем грексен алфавичӗн саспаллисемпе ят хураҫҫӗ: α Центавр («альфа» Центавра тесе вулаҫҫӗ), β Геркулес («Сэта» Геркулес). — Мӗнле сарӑ тӗслӗ тата! — терӗ тепри. Тул ҫутӑлса ҫитсен, Алексей хӑй ҫывӑрнӑ йывӑҫ таврашӗнче тилӗ йӗрӗсене курчӗ: тилӗ йывӑҫ тавра ҫаврӑнкаланӑ, унӑн ура йӗрӗсем хушшинче сӗтӗрӗнсе пынӑ хӳре йӗрри те палӑрнӑ. Ҫӗр чавакан ун аллинчен тытмарӗ, хӑех тӑма хӑтланчӗ, анчах тӑраймарӗ, вара халӑх хыҫӗнчен темле тӗлӗнмелле, алчӑранӑ куҫӗсемпе пӑхса, урисене тӑсса хучӗ. — Манӑн пачах никампа та вӑрҫас килмест. Амӑшӗ тилмӗрсе ыйтнипе хаяррӑн кӑшкӑрни тӳрем сӑртлӑхри тата типӗ варти сасӑсемпе ылмашӑнса тӑчӗ: — Чикмек парӑр! Эпӗ пӗр пӳртре хуть виҫӗ хӗрарӑмпа та килӗштерсе пурӑнма пултаратӑп, хама тивмен чухне эпӗ сапӑр ҫын… Вара хӑйӗн вӑйсӑрланнӑ куҫӗсене хӗсрӗ, пиҫӗхнӗ ӳтрен козак чунӗ тухрӗ. Лешӗн пӗчӗк куҫӗ шӑтарас пек пӑхнине асӑрхасан, амӑшӗ куҫ харшине хӑюсӑррӑн хускаткаласа илчӗ. — Анчах, — тетӗп, — эпир Сакнуссем кӑтартнӑ ҫула суйласа илнӗ пулсан… — Пӗтӗм ыйту ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ! Нимӗнех те мар, пурте йӗркеллӗ: шӑллӑ пулать. Вӑл паян питӗ час тухса кайрӗ, эпӗ унпа калаҫас тенӗччӗ… — Курӑр-ха, ытла та ӑнланмалла мар хӑлаҫланса темӗн шырать вӑл аллисемпе. Мӗн вара эсӗ ман ҫума куршанак пекех ҫыпҫӑнатӑн? Тепӗр пин ҫурӑ фут ҫӳлерех кайсан вӗсем те ҫук, тӗрлӗ курӑксем анчах чӗлтӗртетсе лараҫҫӗ. Вунпӗр пин фут ҫӳллӗшне хӑпарса ҫитсен, ҫав курӑксем те курӑнмарӗҫ, кунти тӑпра ҫинче нимӗскер те ӳсме пултараймасть. Ҫулҫӳревҫӗсем канма тесе пӗрре кӑна — ирпе сакӑр сехет ҫитсен чарӑнчӗҫ. — Извозчик тытатӑп та хулана каятӑп, — шут турӗ вӑл, тумланма тытӑнса, анчах хӑрах аллине ҫанӑ ӑшне чиксенех пиншакне пукан ҫине ывӑтрӗ, пӳрнипе звонокӑн шӑмӑран тунӑ кнопки ҫине хыттӑн пусрӗ. — Эпӗ сан патна ҫынсем нумай ҫӳреҫҫӗ, тенине илтнӗччӗ — чӑнах-и? Мӗн вара? — ӑнланман пек ыйтрӗ Давыдов. — Астуса тыткала: тинӗсре тупӑннӑ кӗленчесенче час-часах кирлӗ документсем пулаҫҫӗ. Эпӗ ӑна хатӗрлесе тытнӑ кӗмӗле чышрӑм. — Ну, паллах, сударь. Темиҫе кун хушши ҫанталӑк питӗ уяр тӑчӗ. — Елена Николаевна, — пӑшӑлтатрӗ вӑл алӑк умӗнче, — эсир мсье Поле таптатӑр; пӗр хӗрхенмесӗр ун ҫинче утса ҫӳретӗр, мсье Поль вара сире, сирӗн урӑрсене, сирӗн урӑрти пушмакӑрсене, пушмакӑрсен патушисене ырӑ сунать. Майор арӑмӗ ертсе пынипе хӗрарӑмсем чултан тунӑ пусма тӑрӑх аялалла чупса анчӗҫ. Арҫынсем вӗсем хыҫҫӑн анчӗҫ. Пӗр виҫ-тӑватӑ минутран мустангер, халь те ут ҫинчех лараканскер, хӑй тыткӑна илнӗ учӗпе пӗрле пит чаплӑ общество варринех пырса лекрӗ. Георгий Победоносец чир-кӗвӗ патӗнче мана хуралҫӑ чарса ҫиленчӗклӗн ыйтма тапратрӗ — эпӗ камне, ҫурӑм хыҫӗнче михӗпе мӗн илсе пынине ыйтса пӗлчӗ. Миша шултра хуратут пуснӑ сӑн-питлӗ, тӗреклӗ алӑллӑ йӗкӗт пулнӑ. Пӑшал сасси хыттӑн кӗрӗслетрӗ те ҫырма тӑрӑх янӑраса кайрӗ, вара таҫта инҫетре кӗмсӗртетме пуҫларӗ. Кашкӑрсем пекех, пӗринчен пӗри ӑмӑртмалла ҫиеҫҫӗ, тет. Коридорта ҫав самантрах ун умӗнче Ихошка мӗлтлетрӗ. Ҫавӑнпа вӑл централла куҫасшӑн. Ку ӗҫре ӑна пӗрремӗш класлӑ ученый Алкид д'Орбиньи пулӑшнӑ; вӑл Кӑнтӑр Америкӑн кӑнтӑр енчи пайне питӗ аван пӗлекенскер пулнӑ, ҫакӑнти ҫӗршыв ҫинчен ҫырнӑ пуринчен те лайӑх шутланакан географи авторӗ пулнӑ. Ҫакӑн пек чӳречесене пӑрахут ҫинче иллюминаторсем теҫҫӗ. Ракетӑн чӳречисене хурҫӑран темиҫе хут ҫирӗпрех кӗленчерен тунӑ. Лагутина туннель патӗнчи ӗҫ ҫинчен каласа парсан, пӗр ыйту ӑна канӑҫ паман. Халӗ сӑмах калама пултараймастӑп эпӗ, Антипушка, ман ҫурӑм сӑрӑлтатать, чӗркуҫҫи те темле чӗтрет, темле чӗтрев вӑл, мур илесшӗ, ура ҫине ҫирӗппӗн тӑма памасть… * * * Шырланпуҫ хыҫа юлчӗ, таҫта ҫухалчӗ, Давыдова куҫпа виҫейми анлӑ ҫеҫен хир ҫӑтса ячӗ. Слон хӑйӗн урисемпе ӑҫта пусасса шухӑшласа тӑрать-и вара? Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, хамах илсе килем». Флинтӑн ватӑ карапӗ «Морж» та хӑйӗн ятне улӑштармарӗ, ылттӑн вара ун ҫинче ҫав тери нумайччӗ, карапӗ кӗҫех путатчӗ. Эпӗ хамӑр матроссенчен чи ҫамрӑкки ҫӗкленсе калаҫнине илтрӗм. Пӑшӑлтатнисем, хуллен темскер каланисем илтӗнеҫҫӗ. Вара вӗсем ирӗксӗрех шухӑша кайнӑ: библи ҫыракансем нумайӑшне пӗлмен иккен. Эппин, вӗсем йӑнӑшма та пултарнӑ. «Турӑ каласа пынипе» ҫыракансем те йӑнӑшнӑ пулсан, авалхи ученӑйсем: Аристотель, Птолемей йӑнӑшма пултарнах ӗнтӗ… Ҫапла халӑх иккӗлене пуҫланӑ. Чиркӳ тавраш тӗнчене турӑ тунӑ, тет-ха. Ҫӗр пӗтӗм тӗнчен варри пулса тӑнӑ, тет; ҫав шухӑша чиркӳре ӗҫлекен ҫынах — Николай Коперник (1473 — 1543) йӑнӑш шухӑш, тет. Ачасен каллех хӑранипе сехрисем хӑпрӗҫ. Ҫуланса пӗтнӗ халат тӑхӑннӑ, аллисене шут тытнӑ Маякин сӑран кресло ҫинче вӗтеленсе илнӗ, унтан хӑпартланса калаҫма пикеннӗ. — Чей тултар-ха ӑна, Любава! — тенӗ вӑл. Унтан та ытла: хӑйне телейсӗр туса хӑварнӑ ҫынна тӗл пулас мар тесе сӑмах панӑ пулин те, вӑл лаша ҫине утланса, ҫул тӑрӑх, сеттльмент урамӗсем тӑрӑх ҫӳренӗ, пӗр шухӑшпа ҫеҫ — ҫав ҫынна хирӗҫ пулас тесе кӑна ҫӳренӗ. Вара ҫак хӑрушӑ тӗме патӗнчен ҫынсем пур еннелле те чӑл-пар чупса саланчӗҫ. Анчах эпӗ ҫакна, ӑспа шанса тӑнӑ чухне те, чӗрепелен пӗр хут та туйман. Вӑл ҫамрӑк хӗрарӑм. Мӗншӗн? Ҫапла каланӑ та, вӑл пусма тӑрӑх хӑпарса кайнӑ. — Мӗн тесшӗн эсир, Джон? — тесе ыйтрӗ Гленарван. — Mistour, — тесе ответлерӗ вӑл. Урамри сценӑсем ӗҫлемешкӗн нумай материал параҫҫӗ. Вӑл сарлакан яра-яра пусса пычӗ, ӑна хирӗҫ ӗнтӗ алӑсем тӑсӑлчӗҫ, арҫынсен хуп-хура пиҫсе кайнӑ питӗнче, хӗрсемпе хӗрарӑмсен хӗвел кӑшт анчах тивнӗ, тӗксӗм сӑнӗнче йӑлтӑр кулӑ ҫуталчӗ. Хӗрарӑмсем хӗвелпе нихҫан та хуралса кайиччен пиҫмен, ӗҫленӗ чух пуҫ ҫинчи шурӑ тутӑрне лайӑх ҫавӑрса ҫыхнӑ та куҫ тӗлне ҫеҫ пӗчӗк хушӑк хӑварнӑ. — Ав мӗнле! — хӑй шухӑшне пӗлтерсе вӑрӑммӑн тӑсса каларӗ стрелковӑй ҫарсен лейтенанчӗ. — Ҫапла, Дмитрий Павлович, — терӗ вӑл, ун сасси темле урӑхла янӑраса кайрӗ, темле питӗ ӗненмелле, чӗре тӗпӗнчен тухрӗ вӑл: — пуринчен ытларах, пуринчен малтан ирӗклӗхе. Разведчик хӑй пӗччен юлнӑ кӗске вӑхӑт хушшинче американски лашан йӗрне те пӑхса, пӗлсе ҫитнӗ. Ҫиес умӗн старик вӑрахчен сӑхсӑхрӗ, темскер пӑшӑлтатрӗ. Шкултан вӗренсе тухса Ромашкӑпа уйрӑлнӑ хыҫҫӑн мӗн тесен те пайтах ҫулсем иртрӗҫ-ҫке. Алӑк хыҫӗнче сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Юнашар пӳлӗмре комендант хуралӗ тӑрать. Вӑрҫӑччен колхозран хӗвеланӑҫ еннелле, ту ҫинчен анакан тарӑн вар тӑрӑх, уйрӑм пурӑнакан ҫынсен ҫурчӗсем ларса кайнӑ. — Петербургра чух кун пеккине курман пулӗ-ха эсир; а кунта ун пек сюрпризсем час-часах пулкалаҫҫӗ, — терӗ батарея командирӗ. — Пӗри юлнӑ, — тесе хучӗ Элен. — Пирӗн чаплӑхпа аслӑлӑх ҫакӑнта пулать те ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Уҫӑлма тухсанах Санин — аслӑраххи, ҫавӑнпа ӑслӑраххи те ӗнтӗ — фатум е шӑпа мӗн иккенни ҫинчен, ҫынӑн пултарулӑхӗ тата ҫав пултарулӑх мӗнре пулни ҫинчен калаҫма пуҫларӗ; анчах калаҫу часах ҫӑмӑлрах еннелле кайрӗ. — Ради стараться, ваше благородие! — илтӗнчӗ темиҫе сасӑ. — Мӗнле, вӗсем пыраҫҫӗ-и? — ыйтрӗ Оленин Белецкинчен. Калиныч питӗ хавас, илентерекен кӑмӑллӑ ҫын, чарӑна пӗлмесӗр мӑкӑртатса юрласа пырать, нимӗн шухӑшсӑр йӗри-тавралла пӑхса илет, кӑштах сӑмсапа калаҫать; кулнӑ чухне хӑйӗн янкар-кӑвак куҫӗсене хӗсет, час-часах хӑйӗн савӑл евӗрлӗ ҫӳхе сухалне тыта-тыта пӑхать. Ҫӗнӗ жупан тӑхӑнтартасччӗ вӑт ӑна, тата хӗрлӗ пиҫиххи ҫыхтарасчӗ, пуҫне шукӑль тӑрӑллӑ ҫӗлӗк тӑхӑнтарас, тӳпи кӑн-кӑвак пултӑр, хура путек тирӗнчен ҫӗлетнине, айккине турккӑсен хӗҫне ҫакса ярас, хӑрах аллине саламат тыттарас, тепӗр аллине эрешле чӗлӗм, вара вӑл мӗнпур таврари каччӑсенчен ирттерет, тенӗ вӗсем. Мӗскер иккен юрату?..» — Апла пулсан, — тесе астутарчӗ Гленарван, — сирӗн шухӑшпа Ҫӗнӗ Зеландире ҫынна ҫын ҫиесси унӑн ҫаранӗсем ҫинче ӗне, сурӑх, сысна кӗтӗвӗсем пулсан тин пӑрахӑҫа тухать? Пин-пин алӑ ҫӗкленчӗ, карланкӑсем мӗкӗреҫҫӗ: «Магацитл! Тӗлӗнсех каймалла вӗт, вӑл хӑй ҫав экспедиципе мӗнле май ҫыхӑннине эпӗ хӑйӗнчен те лайӑхрах пӗлетӗп. Тепӗр чухне тата тӗрмере ларакан ҫын хӑйӗн амӑшӗпе тум улӑштарса тӑхӑнни пулкалать: амӑшӗ юлать, ывӑлӗ унӑн кӗпине тӑхӑнса тухса тарать. — Санӑн, Софья, каллех тепӗр ӗҫ илес пулать, — терӗ Николай апат хыҫҫӑн. Алӑк витӗр калаҫни илтӗнет: — Эпӗ сире ҫапла калам-ха, пирӗн колхозӑн хаклӑ руководителӗ: хуҫалӑха кивӗлле тытса пыма юрамасть пирӗн! Хӑйне пӗр кӗтесе хупӑрласа хурсан, Женя кӑшкӑрса ячӗ. Юлашкинчен вӑл аллине картуз сӑмси патне тытса, Говэна хӑюсӑр сасӑпа:— Командир, — терӗ. Дмитрий ҫинчен трамвай управленийӗ уголовнӑй ӗҫ пуҫласа янӑ: вӑл хӑйӗн бригадипе пӗрле Пуще-Водицӑран хулана килекен трамвай площадкисене пӗтӗмпех вӑйпа тыта-тыта чарнӑ. — Иртсе кайрӑн эсӗ, манӑн ҫамрӑклӑхӑм, каялла ҫаврӑнмӑн, — старик ӗсӗклесе ҫапла каларӗ те шӑпланчӗ. Мана вӑл хам ҫинчен каласа пама ыйтрӗ, карап ҫинчи ҫынсем манпа та, унпа хӑйпе калаҫнӑ пекех, калаҫаҫҫӗ тесе шантарчӗ. — Малалла калӑр, мистер Стумп. Вӑл хӑех ученӑй-полярник-ҫке, эппин хӑйсен ҫухалнӑ тӑванне шырас тенӗ шухӑша вӑл пӗтӗм чӗререн тав тумалла пек. Ӑҫта-ши халӗ Инглэнд ҫыннисем? Итле-ха, Гек, вӑл кил-ҫурт номерӗ мар-ши? Лось коридорти скульптурӑна тӗпчет. — Ҫын тупӑннӑ вӗт — йӗрӗнсе тӑман! Ҫитӗннӗ ҫынсем ҫинчен роман ҫырнӑ чухне ӑҫта чарӑнса тӑмаллине тӗрӗсех пӗлетӗн: туй ҫинче чарӑнса пӗтерсе хумалла. Анчах ачасем ҫинчен ҫырнӑ чухне санӑн ӑҫта лайӑхрах май килет, ҫавӑнта юлашки пӑнчӑ лартмалла. Тем анлӑш ҫутӑ кӑвакрах шыв ҫийӗ: ун тӗлӗнче ҫавӑн пекех ҫутӑ кӑвак тӳпе хупласа тӑрать, анчах тӳпи вара ҫутӑрахскер, — ҫакӑ ӗнтӗ яланах сирӗн йӗри-тавра тата ҫӳлте те сирӗн тӗлте пулать,ҫавӑнпа вара эсир улшӑну таврашсене курмастӑр. Ирне пӑхмасӑр Разметнов Макара калинкке умӗнче кӗтсе илчӗ, ун аллинчи винтовкӑна, патронсемпе гранатӑна илчӗ. Куҫ хӑнӑхман ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ ывӑлӗ ҫине пӑхса илсен, ун ҫинчен хӑй ӑшӗнче темскер шухӑшласа илнӗ хыҫҫӑн пулас, вӑл кӗскен, йывӑррӑн сывласа илчӗ. Хӑй умне лартса панине вӑл тутанса пӑхнӑ, Гальвей ҫыннин юратнӑ ӗҫмелли япалисӗр пуҫне, вӑл пурне те тутанса пӑхнӑ. Пирӗн шхуна Рейкиявик хулине кӑмрӑк, кил-ҫуртра кирлӗ тӗрлӗ япаласем, тӑмран тунӑ савӑт-сапа, ҫӑм ҫиппинчен тӗртсе тунӑ тумтирсем, тыр тиесе пырать. — Кунтан нихҫан та каймӑттӑм. — Эсӗ… эсӗ, Фома… — пӳлӗне-пӳлӗне калама пуҫланӑ вӑл, унтан сасартӑк, урипе тапса, хӑтӑрса пӑрахнӑ: — Ан хӑйнӑ пул манпа калаҫма! Эпӗр ҫӑва ҫине ҫитрӗмӗр, кунта туп-тулли йывӑҫ хӗрессем лартса тултарнӑ, пӗр ешӗл йывӑҫсӑр ҫара вырӑн. Пит-куҫӑм ӗннӗччӗ манӑн, ҫӳҫӗм ҫыпҫӑнса пӗтнӗччӗ, ура аманнӑччӗ, ҫурӑм ҫинче те икӗ суран йӑрӑмӗ сарӑлса тӑратчӗ. — Анчах сана уншӑн кам айӑплӗ? Ҫеҫенхирте абрексем ҫӳреҫҫӗ. Географпа патагонец хӗрсе кайсах калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӗсем ҫине тимлӗн пӑхса тӑракан Гленарван испанилле начар пӗлнипе вӗсен калаҫӑвӗн шухӑшне ӑнланса пыма пултараймарӗ. — Эсӗ ман валли сухари туса хатӗрле е ҫул ҫине чиксе кайма пашалу пӗҫер. Уншӑн аван вӑл. Пӗррехинче, ашшӗпе калаҫнӑ чухне, вӑл Николай Петровичӑн тахҫан ӗлӗк Одинцова амӑшӗ унӑн арӑмӗ патне ҫырнӑ, чылаях интереслӗ ҫырусем пуррине пӗлнӗ те, ҫав ҫырусене алла иличченех ашшӗнчен хӑпман. Том мана паллӑ пачӗ — тутипе чӑп-чӑп! туса илчӗ, эпир аяккалла упаленсе кайрӑмӑр. Ҫав комисси космически лаборатори тӑвас енӗпе ӗҫлет. Майӑн пӗрремӗш тӗлнелле вӑл Петербурга таврӑнчӗ, — анчах нумайлӑхах мар пулас. — Ҫырма хӗрне. Эпӗ вӗсен калаҫӑвне хутшӑнасшӑн пултӑм, анчах хам ҫиленмӗш тума пачах пултарайманнине туйрӑм та каллех хамӑн кӗтесе кайрӑм, вара таврӑнмалла пуличченех унта лартӑм. Хурал пӳртӗнче шӑпланнӑҫем шӑпланса пырать: ҫанталӑк ҫинчен, вӑрҫӑ ҫинчен калаҫмаллине пурне те калаҫса пӗтерчӗҫ ӗнтӗ. Алексей, нумай асапланса ирттернӗ хыҫҫӑн, тинех хайӗн тӑван ҫемйине килсе ҫитнине туйрӗ, кунта уншӑн пурте чӗререн хавасланнӑ. Ҫара хурӑн вӑрманӗ хӗрринче кӗмӗл тӗслӗ санитари самолётне пытарса лартнӑ-мӗн. Алексее халӗ уй урлӑ, асӑрхануллӑн йӑтса, ҫавӑнта илсе кайрӗҫ. — Ия. Манран маларах тухакансен ӗҫ ӑнманни ҫинчен калаҫни мӗн иртенпех пӗрмай илтӗнсе тӑчӗ: пӗрне нуль, тепӗрне единица лартса панӑ, виҫҫӗмӗшне ятласа тӑкнӑ та хӑваласа кӑларасшӑн пулнӑ т. ыт. те, т. ыт. те. Андрее хӑйӗн тусӗсем ухмаха ернӗ пек туйӑнса кайрӗ: йӗри-тавра снарядсем ҫурӑлаҫҫӗ, анчах вӗсем ыталашаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, хӗпӗртенипе куҫҫулӗ юхтарса макӑраҫҫӗ… Хӑрушӑ сурансем ҫуккине курсан, Зеб Стумп тӑрса, ҫӗрте йӑваланса выртакан япаласене пӑхма пуҫланӑ. Кунсерен, вӑтамран илсен те, вунӑ мильрен ытла каймасть вӑл, ҫак ытла ывӑнтаракан ҫӳрев тата виҫӗ уйӑха тӑсӑлмалла. Ҫак пӗтӗм ӗҫе пуҫран кӑларса ывӑтрӑм; хама хам ҫаплах каласа хутӑм: каллех хальчченхи пекех ҫылӑхлӑ ӗҫсем туса ҫӳретӗп, мана ниме те лайӑххине вӗрентмен пулсан, шӑпам ҫавнашкал манӑн. — Ҫав ҫӗр ӑна кам утланса ҫӳренӗ вара? А эпир иккӗнччӗ, пӗри чӑн-чӑнах лаша вӑрри, эпӗ ахальтен ҫеҫ, интересленнипе кӑна ҫыхлантӑм. Пӗри вӑл — Географически обществӑра «Св. Мария» экспедицие хамӑр епле шыраса тупни ҫинчен доклад тӑвасси, тепри вара — Ромашов пирки следовательпе калаҫасси. Турӑҫӑм, епле тырӑ акни ҫинчен е тислӗк тӑкни ҫинчен, е тата урӑххи ҫинчен те пулин ҫырса пӗлтерсемӗрччӗ мана. Хӗрача ман майлӑччӗ, аслӑ ывӑла, сӑнӗпе амӑш майлӑскере, амӑшӗ юратаканскере, эпӗ час-часах курайми пулса ҫитеттӗм. Ҫапӑҫу кӑлартӑр-и? Вӑл Санин ҫине пӑхса илчӗ те пуҫне айккинелле пӑрчӗ — вара унпа танлашса малалла иртсе кайрӗ. Кайӑксем — акӑ ҫаксем пурте кайӑксем — карнизсем ҫине пытанса ларнӑ. «Итлесемӗр, пансем!» терӗ татах кошевой: «ют ҫӗршывсенчи нимӗҫ маҫтӑрӗсем пек крепоҫе туртса илесси, пусмасемпе ҫӳле хӑпарса каясси тата аялалла чавса кӗресси — йӗркесӗр япала, вӑл козак ӗҫе мар. Ку вӑл шухӑш куҫҫулӗ. Ачана вӑл ыталаса илчӗ те, ӑна йӗнер ҫинчен йӑтса, унӑн куҫӗсенчен калама ҫук килӗштерсе пӑхрӗ. Ӑна ыталаса, вӑл:— Савнӑ чунӑмҫӑм, йывӑр пулать сире! — терӗ. Вӑл урнӑ йытӑ пулӗ… Кунта, шӑтӑкӑн «пӗлсе тӑракан» пайӗ таврашӗнчен тухмасӑр ҫӳресен те, пӗр-пӗрне пӗр ҫур сехетлӗхех куҫран ҫухатса яма пулнӑ. Эпӗ чарӑнтӑм. Ман валли вырӑн сарман-ха; пӗр ача, Дмитрий тарҫи, эпӗ ӑҫта ҫывӑрасси ҫинчен ыйтма килчӗ. — Ма калас мар? — лӑпкӑн чӗнчӗ кукамай. — Тата иртсе пыракан офицер господасене тивӗҫлӗ чыс патӑр тесе те. «Калушсӑрах ҫӳрет!» — шухӑш вӗҫсе илчӗ амӑшӗн пуҫӗнче. Вӑл, Симурден, кӳршӗри Паринье приходӗнчи ахаль священник, хӑй те ҫак замокра нумай ҫулсем пурӑнса ирттернӗ. Ӗненӗр, эпӗ тепӗр чухне сирӗнпе хапӑлласах ҫывӑх паллашнӑ пулӑттӑм, мӗншӗн тесен сирӗн мускулсем ҫав тери ҫирӗп иккенне асӑрхарӑм: biceps, triceps тата deltoïdeus, эпӗ, йӑваласа кӗлеткесем тӑвакан ҫын, эсир манӑн натурщик пулнине чӑн-чӑн телей вырӑнне шутланӑ пулӑттӑм; анчах хальхинче пире ан чӑрмантарӑр. «Стариксем калаҫкалаҫҫӗ: Китайра ылтӑн виҫ кӗтеслӗх пур теҫҫӗ, — калаҫма пуҫлать Гусев. — Мӗн вара, Марин пичче? Пирӗн лашасем темӗнле ӑслӑ пулсан, эпир вӗсен ҫурӑмӗ ҫинче ларса ҫак тинӗс пырӗ урлӑ каҫса кайма шутлас пулсан, эпӗ нимӗн ыррине те кӗтместӗп. Кам ӑсласа кӑларнӑ? Айӑпланакан хӑй айӑпне йышӑнать пулсан, вӑл хӑйӗн чысне ҫеҫ ҫӑлса хӑварма тӑрӑшать. — Вӗсем мана та шыраҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ тухтӑр. Эпӗ вӑл хӑрушлӑх ҫинчен шухӑшламастӑп-ха. Урӑхла каласан, манӑн кунта ни тӗлӗкӗмпе, ни сывлӑшӑмпа айӑпӑм пулман, мана пурпӗрех кӑшт ҫеҫ ҫапса пӑрахмарӗҫ вӗт ылханлӑскерсем… Унӑн халиччен пурӑнса ирттернисене пурне те пӗрлештерсе, малашне мӗн тумалли ҫинчен мӗн те пулин йышӑнма вӑхӑт ӗнтӗ. Негорӑпа пурин пирки те калаҫса татӑлсан, Уэлдон миссис чура сутуҫине хӑйне парӑннӑ, ӑна тыткӑнран тарма май килнӗ тарҫӑ пек кӑтартса, упӑшкине ҫыру ҫырчӗ. Паллах, Григорий Иванович ӑна тӗл пуласса пӗлнӗ пулсан, урӑх ҫӗрелле пӑрӑннӑ пулӗччӗ; анчах вӑл Берестов патне кӗтмен ҫӗртенех пырса тухнӑ та, вӗсен хушши пистолетпа персе тивертмелӗх анчах юлнӑ. Пире пӗр ҫирӗм ҫулти ҫӳллӗ те илемлӗ ҫамрӑк тухса илчӗ. Хӑв ертсе килнӗ вӑрӑ-хурахсем мӗн-мӗн таптанине каҫхине шута илетӗп те вара енчӗкне пушат! Эсир тавӑрӑнасса кӗтсе эпир Вимерра хӗрринче лагерь туса ларатпӑр. Вӗсен аллисем пушӑ, ачасемшӗн хыпса ҫунассинчен ирӗклӗ вӗсем. Арҫынсен шкулӗ ытла инҫе марччӗ, вӑл ҫавӑнталла кайма шут тытрӗ. Унта шкулти пӗр карчӑк Бяла Черквара мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пама пултарать. Кассий Кольхаун тата унпа юнашар тӑракан пӗр виҫ-тӑватӑ пограничник ӗненмен пекле кулкаласа илеҫҫӗ. — Ҫапла, ҫапла, — васкавлӑн хирӗҫ тавӑрчӗ Николай Артемьевич, — питӗ пысӑк спасибо сире ҫакна аса илтернӗшӗн. Анчах сценӑ ҫине Голос тухсан пурте шӑпланчӗҫ. Алексей кӗсйинчен кӑранташпа вак-тӗвексем ҫырмалли кӗнекине кӑларнӑ, вара Акулина саспаллисене тӗлӗнмелле час вӗренсе ҫитнӗ. — Эсир пӗр-пӗрне паллатӑр-и? — ыйтрӗ Марья Николаевна, Санин именнине асӑрхаса. Хӗрӗ хӑйне хӑй мӗнле тытни ашшӗн кӑмӑлне кайнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Пӗр лётчика амантнӑ икӗ техника тата бомбежка вӑхӑтӗнче те хӑйсен посчӗсене пӑрахса кайман темле часовоя вӗлернӗ. Марьяна шарт! сиксе илчӗ те чарӑнчӗ. — Мӗншӗн-ха пулмасть? Вите алӑкӗ патӗнче, аслӑк айӗнче, казаксем пӗр сакӑр ҫын пухӑнса тӑнӑ. Ӗҫессе те эпӗ акӑ мӗншӗн ӗҫнӗ: Сталин юлташӑн ҫак статьи мана пуля пек витӗрех шӑтарса тухрӗ, ҫавӑнпа та манӑн ӑшра вӗри вутлӑ юн вӗреме тапратрӗ… — Макарӑн сасси чӗтреме тытӑнчӗ, шӑппӑнрах илтӗнме пуҫларӗ. Мӗншӗн апла каять-ха вӑл? Вӑл Ҫӗр тавра ҫаврӑннӑ пирки ӑна Ҫӗр спутникӗ теҫҫӗ. Ҫак тӗлӗнмелле йывӑҫсене, ҫак пушӑ ҫеҫенхирпе ҫынсӑр вӑрмансене, ҫак халиччен курман тӗлӗнмелле япаласемпе урӑхларах ҫынсене курсан, Вавжон чӑтаймарӗ:— Марыся! — терӗ вӑл. — Мӗншӗн апла тата? — куҫхаршисене пӗркелентерчӗ Макар. Нестеренко самантлӑха шӑпланчӗ, шухӑша кайрӗ. Акӑ мӗнле ҫын вӑл, турӑпа ун пӗтӗм ачи-пӑчи ылханнӑ Лукерья! — Нимӗн те тытаймастын. — Эсӗ-и? Вӑл пӗр енчен ашшӗ хӑйне ҫакӑн пек ыйтусем панӑшӑн кӑмӑллӑ та пулнӑ, тепӗр енчен, ашшӗ куҫӗнчен ӳкес мар тесе, вӑл ответлеме хӑраса тӑнӑ. — Ун пек пуласран сыхланӑп ӗнтӗ эпӗ, — мӑкӑртатрӗ полковник кардинал патӗнчен тухнӑ чухне. — Авӑ пурте авланаҫҫӗ, а эсӗ, Яков, мӗншӗн авланмастӑн? — Ҫав тери пурте шел маншӑн! — шӑппӑн калать Павӑл. Анчах эсӗ ӑна ан кӳрентер, вӑл сана юратнӑ-ҫке, факт! Ҫак ҫулсенче вӑл маншӑн мӗн чухлӗ инҫетре, ҫаван чухлӗ мана ытларах та ытларах илӗртет. Эпӗ ҫакна хам тӳссе ирттермен пулсан, ӑна ухмаха ернӗ ҫын вырӑнне хунӑ пулӑттӑм. — Персе пӑхасшӑнччӗ ҫав-ха ӑна паян ирпе. Ав хайхи, илтетӗр-и? каллех пӑшалсенчен кӗрслеттерме тытӑнчӗҫ. Темиҫе ҫын, хӑйсене чӗннӗ пекех, Фома еннелле ҫаврӑнса пӑхнӑ. Ҫавӑн пек вӗт, чӑн вӗт? Анчах эпӗ ӑна… акӑ мӗн тӑватӑп. — Вӑл вӑта пӳрни вӗҫне сӑмси ҫине пусрӗ те ыттисене сывлӑшра вылятса илчӗ. Вӑл калама ҫук тӳрӗ кӑмӑллӑ пулнинчен те пӑртак та иккӗленмелли пулман: ку унӑн питӗ хытӑ крахмалланӑ ҫухисем ҫине пӑхса илессӗнех курӑннӑ! Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ. Квадратлӑ километрта 100 гектар. Сулӑ пӗренисем, хумсем пыра-пыра хирнипе, ниҫта кайса кӗрейми чӳхеннӗ, кӑвак кӗпеллӗ сулӑҫӑсем, тайкаланса тӑрса, пӑрахут ҫине пӑхнӑ, кулнӑ, темӗскер кӑшкӑрашнӑ. Ҫеҫенхирте хӗвел яланах хӗрелсе тухать тата хӗрелсе анать. Драгун Генкок кӗретех хӗре сӑнаса пӑхни те Кольхауна пӑшӑрхантарман пулас. Тимур, кулса ярса, хӑйӗн засадинчен тухрӗ. Уран планета вара пӗтӗркӗҫӗн хӑяккӑн выртса ҫаврӑнмалла. Оренбург йыттисем пурте пӗр кашта ҫинче ҫакӑнса тӑни пысӑк инкекех мар, пирӗн хамӑрӑн йытӑсем пӗр-пӗринпе туллашма тытӑнсан, инкеклӗ пулӗ. Америка каялла хупас тесе резолюци хунӑ чух, Шчедрин бюрокрачӗ, темле панкав пулин те, ҫапах хӑйӗнче хӑй ҫукпа-пура ӑнланма кӑштах ӑс тупнӑ, вӑл хӑй ӑшӗнче акӑ мӗн каласа илнӗ: «Анчах ку манран килмест пулас-ха», — тенӗ. Ривэрӑн сылтӑм чышкийӗ унӑн лӗпки ҫине вилӗм пек персе аннӑ. Капитан пире нимӗн чӗнмесӗр сӑнаса тӑчӗ. Ҫу каҫа вӑл начарланса кайнӑ, унӑн питӗнчи ӳт-тирӗ кӑвакрах тӗслӗ, куҫӗсем пысӑкланса тӑнӑ. Эс ӑна экспедицие вӑрланӑ, тесе каланӑ та, вӑл сана хӑваласа кӑларнӑ. Джемма унпа телейлӗ пуласса, тӑванӗсенчен уйрӑлсан, ӑна кичем пурнӑҫра усрас ҫуккине шанать вӑл!.. Халӗ акӑ калатӑп ӗнтӗ, тата ытларах та калатӑп: вӗсем курӑнакан ремонта ҫеҫ шута илеҫҫӗ, ну, мӗнле калас, плугсене, сухасене, пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫ хатӗрӗсене юсанине, вӗт-шакӑр ӗҫсене вара, калӑпӑр, лаша таканланине, е такан тунине, е сӑнчӑр, е кӗлет питӗркӗчӗ, тӑпса е тата ҫавӑн пек шӑкӑр-макӑр тунине нимле те шута илмеҫҫӗ, ун ҫинчен итлесшӗн те мар. Вӗсене тӗплӗнрех «курма» ытла та нумай вӑй хумалла, вӗсем ытла шупка, ҫавна пулах чуна тӑвӑлтарса ыраттараҫҫӗ, хӑйӗн туйӑмӗсене анлӑлатма тӑрӑшни харама кайнӑ пирки сывӑ мар чунӑн асапне пушшех те ӳстереҫҫӗ. Будённовец, палламан красноармеец ҫине шанмасӑртарах пӑхса илчӗ, чӗнне хулпуҫҫи ҫинчен васкамасӑртарах хывса пачӗ. Манӑн тӗлӗнсе каймаллаччӗ ӗнтӗ, анчах эпӗ, ҫакна кӗтсе тӑнӑ пекех, тӗлӗнмерӗм. Вӗсем хӑйсем кӑмӑлсӑрланнине цифрӑсемпе кӑтартса панӑ; Деннишӗн пӗррене хирӗҫ икшер е виҫшер доллар панӑ. Ларса макӑрӑн, хӑвна валли ниҫта вырӑн тупаймӑн. Кунта пӗтӗмпех Николай Антонычӑнччӗ. Анчах ӑна магазина кайса ытти сут тӑвакансем хушшинче шыраса ҫӳреме те майлах мар. Мӗнле план-ха вӑл сирӗн? Ҫутӑ тӗксӗмленет. Мими стена ҫумне таяннӑ та кӗҫ-вӗҫ ӳкесле тӑрать; ҫийӗнчи кӗпи лутӑрканнӑ, ун ҫумне тӗксем ҫыпҫӑннӑ, калпакӗ пӗр айккинелле чалӑшнӑ; тӑртаннӑ куҫӗсем хӗп-хӗрлӗ, пуҫӗ чӗтрет; вӑл чӗрене ҫуракан сасӑпа чарӑнмасӑр ӗсӗкле-ӗсӗкле йӗрет, питне тӑтӑшах тутӑрпа е аллисемпе хуплать. Гленарван, Джон Мангльс тата Вильсон хускалмасӑр выртакан выльӑх патне хыпаланса пычӗҫ. Амӑшне хӑй кунта ытлашши пулнӑ пек туйӑнчӗ те, вӑл, аллине хуллен кӑна вӗҫертсе, Егора пуҫ тайса илсе, алӑк патнелле кайрӗ. — Тытӑҫу условийӗсене илес пулсан, пирӗн секундантсем пулмаҫҫӗ, ӑҫтан тупас вӗсене? Вӑл ӳксе вилсен мӗн пулать? Вӑл, урисене сарса пӑрахса, пысӑк хачӑ евӗр пулса выртрӗ. Винтсем ӳлесе ячӗҫ. — Ахӑртнех, пур пиратсем те халӗ карап ҫинче пулас. Ӑнланатӑр-и эсир ҫакна? Вӑт тӗлӗнтермӗш, ҫав самантрах манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, мӗн тумалли те тӑруках паллӑ пулса тӑчӗ. Эпӗ ҫитмӗл пиллӗке те ҫитмен вӗт-ха. — Аҫу-аннӳ ӑҫта? Эпир вара мӗнпурӗ те вунтӑххӑрӑн кӑна пулсан та хӳтӗленме шутларӑмӑр. Апат-ҫимӗҫ, тар, патронсем пирӗн ҫителӗклӗ. Ия-а-а, ҫӗрле арӑмпа иксӗмӗр вӑкӑрсене шанчӑклӑ алла кайса пама канаш турӑмӑр. Вунултӑ ҫынна… Кунта тата ун умне темле адвокат пекскер килсе тухать, вӑл ӑна та — бах! Соломенкӑра Клавичека ҫар чыслӑхӗсемпе чысласа пытарчӗҫ. Эсӗ те ҫавӑнталлах ҫав! Хӗрарӑм сассинче юнани пит уҫҫӑнах палӑрнӑ. Айртон вӑкӑрсене тек-текех хистет, вӑл кун отряд вӑтӑр пилӗк миль кайрӗ. — Яланах хаваслӑ пулмалла-и вара? Хоуик кимме, ӑна хумсем путарас пек енчен енне ывӑтсан та, питӗ ҫирӗппӗн тытса пычӗ. Сирӗн ҫемьере миҫе ҫын? Малалла ӑнтӑлса, месерле ҫаврӑна-ҫаврӑна ӳксе, вӑл темиҫе хутчен те сӑнчӑрне туртса татасшӑн пулчӗ, анчах, вӑйӗ ҫитменнине пула вите патнелле вирхӗнчӗ, вара ун ҫийӗн карӑнса тӑракан пӑралук тӑрӑх шӑвакан ункӑ чӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ. О, турӑ! Каҫхине вара Артамонова шӑллӗн ывӑлӗпе хӑйӗн хӗрӗ йытӑсем пек тапӑнчӗҫ, тапӑнчӗҫ те — унӑн ватлӑхне хӗрхенмесӗр вӗрме тытӑнчӗҫ. Ун ҫине пӑхсан, вӑл темле чечук пекрех туйӑннӑ; ку унӑн ҫивӗчӗ кӗске, кӑкри лаптӑк, сӑмси кӑвакрах тӗслӗ пулнӑран килнӗ пулмалла. Вӗсен ҫӳлӗшӗ алла тӑват футран утмӑл фута ҫитет. Чӑннипе илсен, вӑл кунне-ҫӗрне яланхи, анчах хуҫалӑхра кирлӗ ӗҫсемпе ирттерчӗ: счетовод хатӗрленӗ отчетсене, шутсӑр нумай сводкӑсене тӗрӗслерӗ, бригадирсен доклачӗсене итлерӗ, колхозниксен тӗрлӗ ыйтӑвӗсене пӑхса тухрӗ, производствӑ канашлӑвӗсем ирттерчӗ, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те турӗ, унсӑрӑн ушкӑнлӑ пысӑк хуҫалӑх пурӑнма пултараймасть, анчах ӗҫре ку Давыдова ҫырлахтарсах каймасть. Пӗр минут та сая ямасан, ҫӗр каҫиччен татма пулать. Джеммӑпа Мартини епле хӑвӑрт тума пултарнӑ-ха ҫак ӗҫе? Вӗсем ӑна валли тум-тир тата паспорт тупнӑ; пытармашкӑн вырӑн хатӗрленӗ. Хӑй пӳлемне кӗрсен, вӑл кресло ҫине тӗшӗрӗлсе аннӑ та, куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатсах юха пуҫланӑ. — Сирӗн шухӑш мӗнле? — терӗ пӗчӗк старик. Эпӗ халӗ библиотекӑна кайса пӑхам, тен унта Сакнуссем ҫырса хӑварнӑ алҫырӑвӗ тӗл пулӗ: вӑл маншӑн тӗрлӗ кӑтартусем тупса пӗлме питех те аван пулӗччӗ, — терӗ пичче. Вӑл Негорӑпа пӗр каварлӑ тесе шутлатӑн-и эсӗ, Дик? Ашак утланса каятӑн. Пӗтӗм терт те унта — хӑрах аллупа чӗлпӗр тытасси те, тепринпе, ялсем тӑрӑх иртнӗ чух, пил тӑвасси, — ҫав кӑна. Хӑйӗн ӗҫес килнӗ пулин те, Диаз савӑтне уҫмасӑрах тата ун ҫинчен аса та илмен пекех бартан тухса кайнӑ. «Аптрамалла, — тесе шухӑшларӗ майор, — мӗн тери вӑтанакан пулчӗ ку географ». — Нимӗн чул та сӑнаймарӑм. Ку, тӑванӑм, вунӑ роман тӗшне тӑрать! Сана эпӗ юлашкинчен ҫакна калатӑп: сана пирӗн йӗркесем килӗшмеҫҫӗ пулсан — ӑҫтан амакран килнӗ, ҫавӑнта тухса кай! Татӑкӑн-татӑкӑн тураса сапалантарнӑ ӳт-пӳрен чӗрӗ ашӑн тӑкӑс шӑрши кӳ-ӳ те кӳ-ӳ киле-киле ҫапрӗ, унашкал шӑрша вӑл кирек хӑҫан та аш лавккисем умне ҫакнӑ тушкасенчен йӑсӑрланса сарӑлать, Ромашов унӑн сӑрӑ та кӑвак тӗслӗ шалти йӑлмакланса ҫуталакан яка пайӗсене курчӗ, курчӗ хырӑмӗнче мӗн-мӗн пуррине, курчӗ ун пуҫӗн мимине — сӑрӑ-сарӑскерне, йӑлт кукӑр-макӑр йӗрсемпе витӗннӗкере, утнипелен сӗтел ҫинче формӑран кӑларнӑ желе пеклӗн чӗтӗресе выртаканскере. — Куратӑн-и, Геркулес, вӑл мар! — Ҫапла, ҫапла, суккӑр ҫынпа! — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Эпӗ вӑл суккӑрне те пӗлеттӗм. Чӑнах та, ҫаврӑнакан чул нумайранпа усӑ курманнипе, шарнир ҫумне шӑнса ларнӑ пекех пулнӑ, ӑна халӗ ниепле майпа та ҫавӑрма ҫук. — Пан полковник умӗнче ура ҫине тӑр! — ахӑрса ячӗ эсаул. «Ӗнер каҫалапа эпӗ хулара пултӑм та, — терӗ вӑл, — бричкӑран тухакан комиссара тӗлех пултӑм. Чарӑнаҫҫӗ пулин те, кунта яшка пӗҫерсе пама е хир чӑххи ӑшалама никама та хушаймӑн, мӗншӗн тесен ку гостиницӑна виҫӗ инвалида шанса панӑ та, вӗсем виҫҫӗшӗ те вара ытла айван, ҫитменнине ура ҫине тӑрайми ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вӗсемпе еҫ тума ҫуках. — Тубянск ҫыннисен хӑтланӑвне ӑна вӑйпа туртса илни пулать, теҫҫӗ, уншӑн, Поляница, санӑн ответ тытма тивет! «Ҫӑмха» кӑранташне хут ҫине тирчӗ те шӑппӑн:— Малалла кала, — терӗ. — Ку — маншӑн кӑмӑллӑ… Анчах сире хамӑн атте ҫинчен каласа парас пулать, мӗншӗн тесен ку историн сюжечӗ вӑл манӑн атте. Хӑш чух тата ҫуртри, ыраш вырнӑ хире пырса тухнӑ, унта ҫилпе силленекен тырӑ хӑмӑлӗ, арӑмути юр айӗнчен курӑнса ларнӑ; тата хӑш чухне пур ҫӗрте те пӗр пек, шуп-шурӑ, хулӑм юр кӑна выртакан ҫӗре тухнӑ. Козаксем, козаксем! хӑвӑр ҫарӑн чи лайӑх пайӗн ятне ан ярӑр! Мотор ҫав самантрах кӗрлеме тытӑнчӗ. Боцман пулнӑ ҫыннӑн куҫӗсенче темӗнле аптӑрамалла ҫутӑ ялкӑшрӗ. Илӗр сигара, Мартини. Унтан вӑл тепӗр мушкет илсе пусма еннелле тӗллерӗ те кӗтме пуҫларӗ. Анчах ҫак короле вӑл питех те ыр кӑмӑллӑ пулнишӗн тата вӑл хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫынсен пурнӑҫне упрассишӗн хытӑ тӑрӑшнӑшӑн тивӗҫлӗ хак парса хисеплемелле (ҫак тӗлӗшпе Европӑри монархсен ун пек пулма тӑрӑшмалла). Ҫынна ҫапла вӗлерттернӗ хыҫҫӑн кашни хутӗнче король наркӑмӑшлӑ порошок сапнӑ урайне таптаса ҫуса тасатма хушса ҫирӗп приказ парать. Кунта та вӑл ҫаплах Кавказри офицерсен пурнӑҫӗн такӑрлатнӑ йӗрӗпе каймарӗ. Мӗншӗн-ха петицисемпе те, памфлетсемпе те усӑ курас мар? Мана пурпӗрех… Михне ҫӗре лартрӗҫ те вӗсем, ан курӑнтӑр тесе, ӑна кӗрӗк аркисемпе хупласа тӑчӗҫ; анчах каярах пулчӗ ку: кумӑн арӑмӗ хӑйӗн ватӑ куҫӗсемпе ытла витӗрех курмасть пулсан та, миххе асӑрхарӗ-асӑрхарех. Ҫул питех чӑнкӑ пулнипе аялалла шуса ана пуҫларӑм. Елена хӑвӑрттӑн ун еннелле пӑхса илчӗ, васкавлӑн йӑл кулса малалла, сад варринелле утрӗ. Ун чухне вӑл ирсӗр сивӗ чунччӗ. Капустин каллех чӗлӗмне тултарса чӗртсе ячӗ те, каллех унӑн мӑн сӑмсаллӑ сарлака сӑнӗ хушшӑн-хушшӑн ҫутӑла-ҫутӑла илме пуҫларӗ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, пирӗн пата пырса ларчӗ… эпир вара докторсем хамӑра вун пӗр сехетре ҫывӑрма хушнине ҫур ҫӗр иртсен икӗ сехетре тин аса илтӗмӗр. Сӑмахран, тусӗ ҫырать ун патне: «Тӗлӗк куртӑм, тӗлӗкре сумка ҫухатрӑм пек те ӑна ҫавӑнтах Мишка Купцов — астӑватӑн-и, сана эп ун ҫинчен ҫырса пӗлтернӗччӗ — ҫавӑ мана хирӗҫ киле парать, ун аллинче манӑн сумка». Хут татӑкӗ ӑҫта кайса кӗнине ниепле те пӗлмерӗ вӑл. Икӗ ватӑ вӑкӑрна сутса яр, ҫука юлмӑр, ҫӑва патне каймӑр! «Тавтапуҫ сире, ӗҫместӗп», терӗ те Иван Иванович, пуҫ тайса илсе, ларчӗ. Ырӑ сунса! Кӗлетки ҫӗленӗн пулсан та, вӑл айӑпсӑр, лӑпкӑ чӗрчун… Ҫыхӑр ӑна!» Ҫавӑнта пӗр ҫирӗм шӑтӑкран вулкан вӗркесе тухнӑ пек вут-ҫулӑм явӑнса тӑчӗ. Сӑртсем тӗрлӗ хӑйӑрпа витӗнсе выртаҫҫӗ, вӗсемпе юнашар ҫӗр курпунланса тухнӑ. (Иха стена енне пичӗпе ҫаврӑнчӗ, — тӑрӑнчӗ. Салтаксем пӗрин хыҫҫӑн тепри ун патне пыраҫҫӗ те, урлашкаран тытса, вӑйпа туртӑнса йӑтӑнаҫҫӗ, унтан алӑ вӗҫҫӗн ҫӳлелле хӑпараҫҫӗ. Ҫаплах эпир те… — Эпир, тесе ан кала. — Эсӗ мӗн? Е вӗсен усал сӑмахӗ ҫине ответлемесен, Сильвер кунта мӗн те пулин ӑна майлӑ пулманнине асӑрхӗ, вара эпир вӑя выляса яма пултаратпӑр. «Куна курсан, старик пит савӑнать ӗнтӗ», — тетӗп: кунашкал япала вунӑ доллара яхӑн тӑрать! Ҫапла тыткаланипе кӑна дикарьсен ҫиллес кӑмӑлӗсене килӗштерме пулать. — Часах ирӗклӗх ҫитет! — терӗ те амӑшне ҫав кулӑ, унӑн чӗрине ҫемҫен сӗртӗнсе, ачашланӑ пек пулчӗ. Вӗсем паттӑр вилеҫҫӗ, тӗрӗссине калас пулать. Мӗншӗн? — Кайӑр шуйттан патне, барышня! — терӗ поручик чугун пек сасӑпа. Шавлани, янрани, кӗмсӗртетни пӗр минута яхӑн пычӗ… — Кайма, тетӗр-и? Малтан ҫак шыв юхӑмӗпе анма шутласан, Дикӑн пирвайхи шухӑшӗ курӑк ӳссе ларнӑ ишекен утрав ҫинче вырнаҫассиччӗ — ун пек утравсем Африка юханшывӗсенче пит нумай. Анчах вӗсем ҫур милӗн ҫуррине те кайса ӗлкӗрейменччӗ, Гленарван вӗсем лашисене чарса ҫӗр ҫине пӗшкӗннине астурӗ те, ҫавӑнтах хыпаланма пуҫларӗ. Вӑл экран ҫине те, арена ҫине те, каллӗ-маллӗ утса ҫӳрекен ҫынсем ҫине те пӑхман. Вӑл Оля ҫине пӑхса: «Ну, халь ӗнтӗ епле пулсан та, епле пулсан та, киле кайнӑ чухне ӑна хам юратни ҫинчен калатӑп!» тесе шухӑшланӑ. Пӗр енчен Дика юлташӗсенчен уйрӑм тытма, тепӗр енчен ӑна чӗррӗн хӑварма хуралӑн ҫирӗп приказ пурри халӗ яр-уҫҫӑн курӑнчӗ. — Театр чӗтресе ларатчӗ, signoret mii! анчах эпӗ те юлмастӑп; эпӗ те ун хыҫҫӑн: L'i… rа daver… sо davеr… sо il fato Temur piu non dovro! Мур илмест-и ӑна! Генри мустангер хыҫҫӑн кайнӑ пулӗ тесе татса каламашкӑн Луиза: «Обердофер ҫавӑн пек калать», — тесе каласа кӑтартнӑ. Эпӗ ӑна, ырлӑхсем яракана, хамӑн шӳтӗмсемпе ҫеҫ чӑрмантартӑм, ӳпкелешсе, йынӑшса — нихҫан та! Унта, — терӗ малалла Грант капитан, — пӗрмай йывӑр асапсем чӑтса, вӗсем ҫак документа тинӗсе пӑрахрӗҫ. Утрав координачӗсем — 153° долготапа 37°11' широта. Кӗтӳ мимоза тӗмескисен хушшипе малалла шутарнӑ хушӑра Сэм Митчел кӗскен кӑна хӑйӗн историне каласа кӑтартрӗ. Вара иккӗмӗш кухня поварӗсем те ачасене хӑйсем патне чӗнме тытӑнчӗҫ. Ҫаксем пурте питӗ хӑвӑрт пулса иртрӗҫ, Горева ҫуртран тухнӑ ҫӗре пӗтӗм площадь ачасемпе тата ҫитӗнсе ҫитнисемпе тулса ларчӗ, вӗсем таҫти подвалсенче выртакан сывмар ҫынсем валли яшка ыйтаҫҫӗ. Огнянов ирӗксӗрех Рада еннелле ҫаврӑнчӗ. Хӑйӗн кӗсйинче ҫӗр доллар пуррипе, Вавжон иртнӗ кунсенче курнӑ нуша ҫинчен пачах манса кайрӗ, Марыся вара, ҫак ӗҫе пӗтӗмпех турӑ турӗ тесе шутлаканскер, турӑ ӑна малашне те вилме памӗ-ха, ӑна нушаран ҫӑлнӑ пекех, Ясьӑна та Америкӑна илсе килӗ, пӑрахмӗ, Липинцӑна таврӑнма та май туса парӗ, тесе шухӑшларӗ. Маларах ҫак хӗрарӑмпа ҫывӑххӑн пулнӑ-ҫке-ха, ӳт-тир таранчченех, халӗ ҫавна аса илчӗ те, ӑна темиҫе уйӑх тӑтӑшшӑн ҫӑвӑнман та кӗпе-йӗмне пач улӑштармасӑр пурӑннӑ пекех туйӑнса кайрӗ. Ман куҫ умӗнчех вӑл ҫӗнӗ ҫын пулса ҫитӗнет, эпӗ ӑна хам пултарнӑ таран пулӑшатӑп. Гусев ӑна стенаран туртса уйӑрчӗ, аллинчен ҫирӗппӗн ҫатӑрласа тытрӗ.) — Ах, турӑҫӑм… — ҫавна майӑн ахлата-ахлата илчӗ хӑй. Тен эпир «ытти» ҫинчен калаҫас мар тесе пӗр сӑмахсӑрах калаҫса татӑлнӑран ҫав штатскисем ҫинчен ытларах сӑмах тытаттӑмӑр пуль. Лось пуҫ тайса саламларӗ. Шуррисем патӗнче чухне кӑмӑл туртмасӑрах ҫапӑҫнӑ, ытларах тылсем тӑрӑх ҫӳренӗ, шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чух, куратӑн ӗнтӗ, пӳрнесене ҫухатрӑм. Ак хальхинех ил, сӑмахран, шӑпамӑр вылямалли карт тыттармарӗ-и алла? Манӑн пуҫӑма акӑ мӗнле шухӑш пырса кӗчӗ: хӑҫан та пулин манӑн чулланса кайнӑ ӳтӗм тупӑнсан, ҫын вилли ҫӗр ҫийӗнчен ҫӗр ҫирӗм километр тарӑнӑшӗнче выртнӑ пирки ӑслӑлӑх енӗпе мӗнле тавлашусем пуҫланса кайӗҫ-ши? — Ҫавӑ, ҫавӑ! Акӑ, хуралӗ те унтах, — терӗ тепри. Хӑйсен йӑхне мухтава кӑларнӑ ытти чӗрчунсем те пулнӑ. Ҫав тери лайӑх вӗрентнӗ кайӑксем вӗрентекенӗ саспа вуланине пӗр йӑнӑшсӑр ҫырса пынине те калаҫҫӗ. Попугайсем пӳлӗмре миҫе хӑна пулнине долготапа широтана палӑртакан бюроран та тӗрӗсрех шутланӑ тӗслӗхсем те пур. Акӑ мӗн! Ку вӑл туземецсем «карамо» текен пысӑк арӑслан, вӗсем пачах та ҫилхесӗр ньяса арӑсланӗсем пек мар. Эпӗ ӑна хисеплесе пуҫ таятӑп, хӗҫ ҫине таянса, ҫапла калатӑп: «Аслӑ патшамӑр, тӑван ҫӗршывшӑн юн тӑкма пултарни маншӑн пысӑк телей, ҫӗршывшӑн эпӗ вилме те хатӗр; анчах эсӗ, мана ырӑ сунса, ыйтма ирӗк паратӑн пулсан, пӗр япала кӑна ыйтатӑп — ирӗк пар мана хамӑн тӑшмана, ют ҫӗршыв ҫыннине Сен-Жерома тӗп тума. Килне Хопров йывӑр шухӑшсемпе таврӑнчӗ, анчах утса килнӗ хушӑра кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. Том пӗтӗмпех телейсӗр пулса килнелле утрӗ. Ҫав ҫӗр тӗлленнӗ тӗлӗкӗсенче те хӑрамаллисем питех те нумай пулчӗҫ. Калиныч самаях кӑмӑла каймалла юрлать, кӑштах тӑмрапа вылякалать. Вӑл тӑма колбаса евӗр йӑваланӑ, пӗр вӗҫне тепринчен пысӑкрах тунӑ. Вӑл…» Риварес вулама чарӑнчӗ те пӗр минут хушши чӗнмесӗр ларчӗ. Унтан малалла майӗпен, сӑмахсене ҫав тери тӑсса, анчах тытӑнкӑллӑ мар вулама пуҫларӗ: — «Ҫитес уйӑхра вӑл Тосканӑна кайма шухӑшлать. Унта уйрӑммӑнах паха ӗҫпе — «килӗштерме» пырать. — Мӗн пулчӗ, анчӑкӑм? Ну-ка, ӑслӑскерсем, тӑвӑр-ха ҫакӑнта пурнӑҫ — хӑвӑр характер ыйтнӑ пек! Унтан Таунус тӑвӗсем ывӑҫ тупанӗ ҫинчи пек курӑнаҫҫӗ. Эпӗ ӗҫлеме, вулама пӑрахрӑм, таврари вырӑнсенче уҫӑлма та, юланутпа ҫӳреме те пӑрахрӑм. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине пӑхрӗҫ. Симурден куҫӗсем тӗксӗммӗн ҫуталаҫҫӗ, ҫавӑн пек тӗксӗмлӗх куҫҫульне типӗтет. Говэн йӑвашшӑн кулать. Ҫурхи хӗвелӗн чӳречесенчен тапса кӗрекен чалӑш кӗлтисем каса-каса кайнӑ тӗлсенче ҫӑра табак тӗтӗмӗ, тӳпе евӗр, кӑваккӑн курӑнать. Анчах эпир Генуяра пӑрахут ҫине тавар тиенӗ вӑхӑтра калаҫма ӗлкӗртӗмӗр. Виҫӗ лаша пулнӑ: шӑлӗсене кӑтартса тӑракан чакӑр куҫлӑ, пӑлан урисем пек ҫинҫе ураллӑ, илемлӗ те вут пек вӗри таса юнлӑ, пӑртак хытканрах ҫӳрен кӗсре — Марья Николаевна валли; вӑйлӑ, сарлака, кӑштах самӑртарах тимӗр кӑвак лаша — Санин валли; виҫҫӗмӗш лаша тарҫӑ валли. Акӑ юланут ыткӑнса юлнӑ йӗрӗ те пур. Тимофей Рваный каярах юлчӗ: пӗр квартал тавра утса ҫаврӑнса, вӑл шкул енчен илемлӗн янӑраса илтӗнекен икӗ ретлӗ хут купӑс сасси патнелле ҫул тытрӗ. Таҫта хӑяматри ҫӗр тепӗнчи шӑтӑка хӑвӑрт сирпӗнсе аннӑ пек туйӑнать. Вӑл пур ҫӗрте те пулнӑ: Атӑл ҫинче те, Уралта та, Крымра та, Кавказра та, вӑл вӗҫӗмсӗр нумай юптарусем, калавсем, кулӑшла сӑмахсем пӗлнӗ; вӑл темле хаваслӑ, нимӗн ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнакан ҫӗршывран тарса килнӗ пек туйӑннӑ. — Кӑнтӑр Америка ҫыранӗ хӗрринче, — пӗлтерчӗ палламан ҫын. Уэлдон миссис ыйтӑвӗ ӑна пит тӗлӗнтерчӗ курӑнать. Вара шӑпа ярас терӗмӗр: яланах телейлӗскерӗн, халь те унӑн малтан пемелле пулчӗ. — Эпӗ сана тыткӑна илетӗп. Кухня патне вутӑ ҫине ларса, салтак чӗтрекен алӑсемпе аттине хыврӗ те тӑлисене пӑрма тытӑнчӗ, анчах тӑлисем типех пулнӑ, ун ҫӳхе ҫӳҫӗнчен вара шыв тумланатчӗ, — ҫавӑ каллех ҫынсене култарса ячӗ. Вӑл, ӗлӗкхи пекех, тем тери анлӑ тӗттӗм тӗнче варринче тӑнӑ. Мересьев юлашкинчен тарӑн та лӑпкӑ ыйхӑпа ҫывӑрса кайрӗ. Тӗлӗкре ӑна хӑй пурнӑҫра нихҫан та курман хӑйӑрлӑ пушхир, юнланса, ҫурӑлса пӗтнӗ ҫӑварсем, вӗсенчен юрӑ сассисем тухни тата леш Володин та курӑнчӗҫ, анчах та тӗлӗкре вӑл темшӗн Воробьев комиссар сӑнарлӑ туйӑнчӗ. Алексей тепӗр кунне час вӑранмарӗ. Халь сана хӑварам ӗнтӗ; санӑн канас пулать; сана пӑлханни сиенлӗ… Ну, сывӑ пул! Тӗрӗссипе, Паганель Австралинчи шкулсенче кун пеккисем сахал мар пулни ҫинчен пӗлмелле ӗнтӗ. — Чӑх куҫӗ мар пуль те? Пӗтӗм ӳт-пӗвӗ сыхланса хаяррӑн ҫапӑҫма туртӑннӑ вӑхӑтра, вӑл вӑраххӑн, питӗ вӑраххӑн аллине кӗсьене чикрӗ, унта пистолетӑн кӑтрашка аврине хыпашласа тупрӗ, сасӑ тӑвасран асӑрханса, курока пуҫ пӳрнепе каялла туртса лартрӗ те пӑшаллӑ аллине кӗсьерен ерипен кӑларма пуҫларӗ. — Ара ҫав, ара ҫав, паллах! — тавӑрчӗ хӗр, хумханса та васкаса. Ҫук, манран ыйтман вӑл, хӑйӗнчен хӑй ыйтса, хӑйне хӑех ответленӗ иккен. Вӑл ҫын аллӑ ҫулалла ҫитсе пынӑ, унӑн ӗмӗрне тӗк тӑракан пичӗсем ҫинче килӗшӳллӗ йӗрсем пур, хӑй чӗмсӗр, йӑваш та ырӑ ҫын, мӗн хушсан та итлет, ӑҫта ярсан та каять, кирек мӗскер пулсан та, хуть те кампа та килӗшет, никампа та нихӑҫан тавлашӑва кӗмест, хӑйне яланах лӑпкӑ тытать. Ирхине салхуланнӑ Артём Павкӑран мӗн пулин ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эпӗ ӳсӗрпе ӑна ҫавӑн пек туйӑнса кайнӑ пулӗ тенӗччӗ. Манӑн ҫав инкекӗм пурччӗ, — яланах ӳркенеттӗм те ҫынна ытла шанаттӑм. Вырт! Эпӗ питӗ тертленетӗп, асапланатӑп. Вӗсем сӗтел хушшинче пӗр-пӗрне хирӗҫ пӑхса лараҫҫӗ. Артамонов — чавсаланнӑ, икӗ аллин пӳрнисене те ҫӑра сухалӗ ӑшне чиксе янӑ, хӗрарӑмӗ, куҫхаршисене пӗркелентерсе, темрен шикленнӗ пек, тӳрленсе ларчӗ. — Ӑна вырӑнтан кӑлармалла та Панкратов патне пӗр ҫуллӑха пристань ҫине грузчика ямалла. Вара княгиня кукамай ҫине ним чӗнмесӗр кулкаласа пӑхса тӑчӗ. — Ача-а! — илтрӗ вӑл сасартӑк хӗрача сассине. — Пӗлместӗн-и, кам кунта халь кӑна шӑхличӗ каларӗ? Вӑл ҫавӑнтах амӑшне ҫак пиччен лашине хӑй тытса пыма пултарни ҫинчен пӗлтерчӗ. Правлени тӗлне ҫитнӗ ҫӗре Давыдова чылаях хытӑ хӗнесе пӗтерчӗҫ, вӑл ура ҫинче те аран-аран тытӑнкаласа тӑракан пулчӗ. — Итлетӗп, капитан! — терӗ матрос, мӗнпур йывӑрӑшӗпе руль кӗреҫинчен уртӑнса. Ҫакан пек ӗненмелле мар каланине итлемесӗр Джемма хӑйне калаҫма никам та чарман пек пулса:— Ҫапла ӗнтӗ, Доминикинӑна мӗнле пулӑшмалли ҫинчен шухӑшламалла… «Хӑямат-и, тен! ытла хуллен утаҫҫӗ-ҫке вӗсем, — шухӑшласа илчӗ Праскухин, Михайловпа пӗрле утнӑ май, пӗрмай каялла ҫаврӑна-ҫаврӑнса пӑхса, — маларах чупас пулӗ луччӗ, приказание пӗлтертӗм вӗт-ха эпӗ… Аялтан, ҫӗр ҫумӗпе тенӗ пек, вӗҫтерет вӑл вӗсене. Ку унӑн тӗп ҫитменлӗхӗ. Кӑна ӗнтӗ вӑл мӗнле те пулин усал шухӑшпа мар, хӑй пуҫӗпе ҫӗнӗрен ят шухӑшласа кӑларайман пирки анчах тунӑ. Дик Сэнд иккӗленӳллӗ шухӑшсене сирме хӑтланчӗ, анчах ҫапах та ҫак вӑрӑ-хурахла ҫӗршывра, вӗҫӗ-хӗррисӗр хӑрушлӑх хушшинче тӳлеккӗн ҫӗр ҫухрӑм кайма май ҫуках. Эпӗ Ирин шляхӗ еннелле таплаттартӑм, тепӗр икӗ минутранах йытӑ каллех ӑҫта-тӑр хамран инҫех мар хӑваланине илтрӗм. Ҫав кун пире Петровна ҫав тери ир вӑратрӗ. Ку вара пире тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. — Ну, турӑ ҫынсем ҫинчен шутлать пулсан, ун сана пулӑшмалла ӗнтӗ халь. — Чуппи мӗнле! — А эпӗ пӗлетӗп, мӗн пулнӑ, пӗлетӗп! — тесе мӑкӑртатса тумланма пуҫларӗ. Ман сӗнкӗрти пурнӑҫӑм, хӳме пек, пӗр евӗрлӗ те, салтак тӑли пек, тӗссӗр-хӑмӑр. — Пӑртак ҫӳретӗп те, унтан вара килелле… Эпӗ мӗн пулнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илтӗм: телефон уйрӑлса кайнӑ, трубки борт айккинче ҫапкаланса пырать. Ачасем юханшыв хӗрнелле чупрӗҫ, — иккӗш те аманнӑччӗ вӗсем — анаталла ишсе кайрӗҫ. Шепердсонсем вӗсене хӑваласа ҫыран хӗррипе чупрӗҫ. «Вӗлерес вӗсене вӗлерес!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ. Повозка патне тата ҫынсем пычӗҫ. Эпӗ мӗнле те пулин разночинец ачи-и, ҫӗвӗҫ е унтер-офицер ачи-и? Ҫук, ӗлӗк апла марччӗ, пӗри жидла тумланать, тепри шуйттанла. Эпӗ пӑшалпа персе ятӑм… Пӗрре вӑл, ашшӗ ҫав каҫхине ҫав тери хытӑ ҫывӑрнине кӑтартас тесе, кровать ҫине пырса выртать, тепре тенкел ҫине хӑпарса каять, ҫирӗппӗн хытарнӑ чӑмӑрне нимӗн ӑнланайман Даша инке пуҫӗ тӗлне тытать. Килӗр кунта! Церерӑн лаптӑкӗ икӗ миллион тӑваткал километра яхӑн — ку вӑл Европӑн улттӑмӗш пайӗ; Е нихҫан та таврӑнасси пулмӗ. Утравӗ ҫывӑх мар, юханшывӑн чи варринче, вӑхӑта сая ямасӑр хӑвӑрт ишрӗм; сулӑ патне ҫитнӗ ҫӗре йӑлт халран кайрӑм — ҫавӑнтах выртса канӑттӑм. Пӗр чарӑнмасӑр юн кайнипе Артамонов кӑнтӑрла иртсен, хӗвел шӑп тӳперен ыррӑн ҫутатнӑ вӑхӑтра, вилчӗ. Вӑл вилнӗ кун, ирхине, Яков ашшӗне мачча ҫине улӑхма пулӑшрӗ; ашшӗ, хӗрес хывса илсе, куҫӗсем ҫурри хупӑннӑ, ҫӑварӗ путса аннӑ, кӗл тӗслӗ пулса кайнӑ тӗксӗм сӑн ҫине пӗр хускалмасӑр пӑхрӗ; Амӑшӗн, ачасен мӗнпе те пулин пурӑнмалла вӗт? Вӑл юлашки хут 1882 ҫулта пулнӑ, тепӗр хут 2004 ҫулта кӑна пулать, тен, эсӗ, халь ҫак кӗнекене вулаканскер, ху самай пысӑклансан, шӑпах Хӗвел ҫине хӑвӑн телескопна тӗллесе тытан… — Акӑ, пурте пухӑнса ҫитӗҫ те, хӑна тӑвӑр вара… Ҫапла ҫав, шӑпах хуса килнӗ. Вӗсем полк картишӗнче, хӳсе ҫӑван ҫумӑр айӗнче, хӑранӑ та парӑннӑ выльӑх кӗтӗвӗ евӗр, пӗр ҫӗре пухӑнса, купаланса тӑратчӗҫ, шанмасӑр, куҫ айӗн пӑхатчӗҫ. — Вӗсем сире тӗрмене лартаҫҫӗ! Амӑшӗ хӑйӗн аллине унӑн пуҫӗ ҫине хучӗ те каллех хуллен кӑна:— Ан калаҫ, э? — терӗ. Мӗкӗрсех ячӗ вӑл!.. Вӑл ура тупаннех ҫитекен вӑрӑм, сӑтӑрӑлса пӗтнӗ сӑхман тӑхӑннӑ, лутӑрканнӑ ҫаврака шлепки айӗнчен сарӑрах сайра ҫӳҫ пайӑрки усӑнать. Вӑл татах пуҫне сулчӗ. — Хӑвна ху ухмах вырӑнне картмастӑн иккен… иртерех-ха… вӑййа пуҫма-пуҫ пӗтерчӗ те, наччас мухтанма пуҫларӗ. Малти страницӑри ӳкерчӗк ҫине пӑхсан, тен, эсӗ Галилей мӗншӗн пур тӑватӑ ҫӑлтӑрне те тӳрех курса илейменнинчен тӗлӗнӗн: фотоӳкерчӗк ҫинче вӗсем пит лайӑх курӑнаҫҫӗ-ҫке! Анчах ак ҫакӑ кӑшт килӗшӳсӗртерех, Лукашки пирӗн тем пит ӗҫме пуҫларӗ. — Ну, эпӗ ӑна часах кунтан сирпӗтсе кӑларатӑп. — Вӗсем — ҫӗр ҫинчи чи лайӑх ҫынсем! Ним тума та ҫук: ывӑлӑм патне ҫыру ҫыртӑм, мӗн пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа патӑм та, пиллӗхӗмсӗр пуҫне нимӗн те пулмарӗ, пӗр пус та яраймарӑм. — Мӗн чухлӗ ӗрченӗ ҫавӑн пек вак-тӗвек лавккасем! Карӑсем лӗм те хускалмарӗҫ. Кунта сарай ҫивитти айне хӑпарчӗ, чӗнтӗрлӗ эрешмен картисене сиркелесе, хӑй юратнӑ кӗтесрен ҫӗтӗкпе чӗркесе чикнӗ йывӑр «манлихер» револьвере туртса кӑларчӗ. Хӑйсен таварне хаклӑ хакпа сутайман сутуҫӑсем мӗнле тилӗрсе кайнине, йӳнӗрех хакпа илме тӑрӑшакан ҫынсен ҫиллине ҫырса кӑтартма сӑмах та ҫитмест. Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ. Аэлита ҫывӑхарах куҫса пӑшӑлтатрӗ: — Эсӗ — манӑн ачалӑх тӗлӗкӗсенчи улӑп. — У-у-у! — тесе кӑшкӑрашнӑ ҫынсем. Анчах та ку вӑл художниксемшӗн нимӗнех те мар-мӗн. Анчах эпӗ, пӗр савӑннипе, пӗр хурланнипе тенешкел, хамӑн васкамалла маррине мансах кайнӑ — киле ытлашши хӑвӑрт ҫитрӗм. Зинаидӑна малтанхиллех темӗн пӑшӑрхантарать: унӑн сӑнӗ улшӑнчӗ, вӑл хӑй те пӗтӗмпех урӑхланчӗ. Назанский пӳрни вӗҫӗсене каҫхи ӑшӑ, кӑшт ӳпкеленӗн мӑкӑртатакан шывалла антарчӗ те, минутсерен ӳсӗре-ӳсӗре илсе, йӑваш сасӑпа васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ: — Ах, савнӑскерӗм манӑн, савнӑ Ромашовӑм, мӗскершӗн тӑвасшӑн эсир ҫакна? Эпӗ укҫана ҫинҫе пралукран тунӑ тыткӑчпа тыттартӑм та, ӑна медаль пек, чи курӑнмалли вырӑна, хамӑн ула-чӑла ӗҫсем хушшине ҫакрӑм. Кӗтӗвӗпех хӑй хыҫӗнчен илӗртсе каясшӑн, вӑл пампассем хушшине вӗҫетӗп тет! — Вӑл Ромашов пуҫӗнчен карттусне хыврӗ те унӑн ҫемҫе ҫӳҫне майӗпен-майӗпен сӑтӑрма, пӗрчӗн-пӗрчӗн суйлама тапратрӗ, — Енчен те эсир хӑвӑршӑн пысӑк ят, пысӑк вырӑн ҫӗнсе илме пултарайсанччӗ!.. Ну, тытса илтӗн, вӑрларӑн, абрека вӗлертӗн, маттур! Вӑл таҫтан аякран, Кӑнтӑртан тарнӑ. Пур ҫӗрте те ҫӳрерӗм, анчах та ҫӳресе хама пӗтертӗм ҫеҫ. Тен, пӗр-пӗр начаркка трактора тӳрлеткелесе парӑп-и тесе шухӑшланӑччӗ те, кунта, авӑ, тракторӗсем те ҫук. Ирхине вӑл апатланчӗ, хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ пӗркеленчӗк ҫамкине асаплӑн пӗркелентерсе, вӑрахчен заявлени ҫырса ларчӗ. Ардалион Чикурасов князь, Анна Васильевнӑн опекунӗ пулнӑскер, ӑна Мускаври лайӑх пансиона вырнаҫтарнӑ, пансионран тухсан, хӑй килне пурӑнма илнӗ. Вӑл питӗ кӗске пулчӗ, ытлашши сапаланчӑк та пулмарӗ. — Анне вӑл, — терӗ Наталья, алӑка уҫса; Мана туймаллах-ҫке унӑн. Конвойнӑй-нимӗҫ ҫакна асӑрхаса, пӗркӗт пек: чак, чак, чак! тесе кӑшкӑрса илчӗ те хайхине хулпуҫҫийӗнчен автомачӗпе ҫапрӗ. Унӑн тимӗр пек ҫирӗп организмӗ пит те ӑста тунӑ ампутацие ҫӑмӑллӑнах тӳссе ирттерчӗ пулин те, вӑл палӑрмаллах вӑйсӑрланса пычӗ, тем тӗрлӗ эмеллесен те пурин куҫӗ умӗнчех кунран кун начарланчӗ. Хӗр пӗшкӗнчӗ те япалисене илчӗ. Карчӑк васкавлӑн упаленсе кӗчӗ те кровать айӗнчен унӑн уявсенче тӑхӑнмалли хром аттисене туртса кӑларчӗ. Ҫӗлессе вӗсене хуҫи икӗ ураллӑ чухнех ҫӗленӗ, тата вӗсене вырсарникун пасарта сутма тахҫанах хатӗрлесе хунӑ пулнӑ. — Крепоҫре, ӑна вӑйлӑ хурӑп сыхлать тата, каланӑ тӑрӑх, унӑн урисене сӑнчӑрланӑ. Укрепленисене хӳтӗленӗ чух яланах вӑйсӑр вырӑнсем юлаҫҫӗ. Ромашов именчӗклӗн те илемсӗртереххӗн курпунланкаласа та ним ҫук ҫӗртенех аллисене сӑтӑркаласа кӗчӗ. Анчах эпир стенана шӑтарсан, сывлӑш тула пӗрхӗнсе тухать, унӑн пусӑмӗ чакать, шалти шыв шайӗ тултипе танлашмалӑх хӑпарать, тулта вӑл эпир шӑтарнӑ шӑтӑкран та ҫӳлерех тӑрать пулсан, вара йӑвана татах шыв кӗрет. Эпӗ ҫӳҫенсе те кайрӑм, анчах хам ҫапах та ҫавӑн евӗрлех туртатӑп хайхине. — Пӗлетӗп, — хуллен хирӗҫ тавӑрчӗ ача, куҫран ҫухалса. Ун патӗнчен Яков тул ҫутӑлнӑ чух ҫӑмӑллӑн утса, хайне вӑл хӑрушӑ вӑйӑра темле питех те хаклӑ япала выляса илнӗ ҫын пек туйса пычӗ. Ку вӑл — Наробразӑн распределителӗ иккен, унта эпӗ виҫӗ кун пурӑнтӑм… Вӑл ҫакӑ виҫӗ пӳлӗмлӗ, кухньӑллӑ пысӑк ҫуртра пӗр-пӗчченех пурӑнать. Старший ученӑй специалист та вӑлах иккен. Штат тӑрӑх ҫак пушӑ та пысӑк ҫуртра унӑн пурӑнмалла-мӗн. Вӑл вӑра унпа ним тума та аптрать. Эпӗ Володьӑна алӑк патӗнче тӑратса хӑварнине аса илтӗм. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫуркунне санӑн сухаҫсемпе пӗрле пурӑнмаллаччӗ ӗнтӗ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартса памаллахчӗ, хӑвӑн та сухалама вӗренмеллеччӗ, ку вӑл колхоз председателӗшӗн сиенлӗ мар. Хуҫа кӗрӳшӗ Хаджи Смион, ҫӑварне ӗҫме-ҫиме чыхса тултарнӑ та, пӑвӑна-пӑвӑна кулать. Джим тесе ӑна ача чухне ачашласа чӗннӗ, чиркӳре шыва кӗртнӗ чухне панӑ ячӗ унӑн — Дженифер пулнӑ. Каҫпала Берсенев килчӗ те унпа ҫав тери тавлашса кайрӗ. — Ҫапла… — Фома пекех шӑппӑн ответленӗ хӗрарӑм. Халӗ ӗнтӗ тӳпе пӗрре те хумханакан тинӗс пек пулман — ун тӑрӑх пӗлӗтсем сарӑлса кайнӑ, ӑна тикӗс те йывӑр шӑналӑк пек карса илнӗ, шыв ҫинелле анса, хусканмасӑр хытса тӑнӑ. Амӑшӗ Рыбин кӑшкӑрнинчен хӑраса кайрӗ, вӑл ӑна пӑхрӗ те унӑн сӑнӗ-пичӗ улшӑнса, начарланса кайнине, сухалӗ тикӗс мар пулса тӑнине, ун айӗнче пит шӑммисем палӑрнине курчӗ. Улпутӑмсем куҫӗ умне мӗнле курӑнам-ха? Тепӗр тӗркем тыттарнӑ чух вӑл каллех тулли кӑмӑлпа хушса хучӗ: «Ме-ха…» Вӑл Гарри Грантпа юнашарах пурӑннӑ, унпа пӗрле пӗр сывлӑшпа сывланӑ, мӗнпур йывӑрлӑхсемпе инкек-синкексене унпа пӗрле чӑтса ирттернӗ! — Но, но, каллех? Говэн шухӑша путрӗ. «Эпӗ ҫакна епле ӑнланман-ха, мӗн тери айван пулнӑ эпӗ халиччен, мӗнешкел лайӑх та телейлӗ пулма пултарнӑ эпӗ тата мӗнешкел телейлӗ пулма пултаратӑп малашне! — терӗм эпӗ хама хам. — Арҫын, мӗн кичем ҫак эсир? Анчах Аам ывӑлӗсем вӑрҫӑ-харҫа юратмаҫҫӗ. — Ӑҫта унта тытма, капитан юлташ! Нихҫан-та! Епле пулсан та, паспорт кирлех пулать-и? — Мӗн-ма куртӑм-ши эпӗ ӑна, Джим! Мӗншӗн манӑн куҫ тӗлнех пулчӗ-ши ҫав ҫӗлен тирӗ? — Ҫи-итӗ! Акӑ, ҫул айккипе, хӑмӑчӗсене карӑнтарса, икӗ лапсӑркка лаша чупаҫҫӗ, пичеве кӳлнин вӗренӗсене кутлӑхран явакласа илнӗ; хыҫалта, шалпар атӑллӑ вӑрӑм урисене пӗкӗ силленнӗ май кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле шӑнкӑртатакан шӑнкӑравлӑ лашан ик еннелле усса, ҫамрӑк каччӑ-ямшӑк ларса пырать, вӑл путек сурӑх тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗкне хӑрах хӑлхи ҫине пусарах лартнӑ та тӳлеккӗн темле вӑрӑм юрра тӑсать. Аманнӑ ҫын ун ҫине тимлӗн пӑхрӗ. Унӑн куртки айӗнчен юн сӑрхӑнать, урисем патӗнче юн кӳлленчӗкӗ пулса тӑнӑ. Ҫак вӑхӑтра Уранӑн полюсӗ ҫинче сӑнавҫӑ тӑрас пулсан, Хӗвел шӑпах унӑн пуҫӗ ҫинче пулнӑ пулӗччӗ. Унтан писӑре вӑратӑпӑр, теҫетниксене пухӑпӑр, хурахсене пурне те тытса пӗтерӗпӗр те, вӗсем пирки паянах резолюци шухӑшласа кӑларӑпӑр!» Хӗр ун еннелле ҫаврӑнчӗ те: «утӑрах ӗнтӗ, утӑр» терӗ, ун сассинче, ун куҫӗсенче, шурса кайнӑ питҫӑмартийӗ патне темле хуҫлатса хунӑ аллинче вӑл ҫав тери хӑраса ӳкни палӑрнипе Санин пӗр тӑхтаса тӑмасӑр ун хыҫҫӑн уҫӑ алӑкран кӗрсе кайрӗ. Ҫавна пула эсир вилсенех, его величествӑна пӑхӑнса тӑракан пилӗк-ултӑ пин ҫынни икӗ-виҫ кун хушшинчех сирӗн ӳте шӑммисенчен уйӑрса, ӑна урапасем ҫине тиесе хула тулашне турттарса кайса, мур пуҫланасран чавса пытарма пултараҫҫӗ; сирӗн скелет вара пирӗн малашнехи йӑхсене курса тӗлӗнмешкӗн асӑнмалӑх япала пулса тӑрӗ. Ӑна персе вӗлерме илсе кайнӑ чух ун ҫине пӑхма та хӑрушӑччӗ. Вӗсене аяккинче кӑна тӑрсан меллерех! Телее пула туртари вӑкӑрсем мӗнпур вӑйӗсемпе малалла туртӑнса, фургона ӑшӑкрах вырӑна кӑларчӗҫ. Часах лашасемпе вӑкӑрсен урисем ҫыран хӗрринелле ӑшӑкланса пынине сисрӗҫ. вара нумай вӑхӑт та иртмерӗ, ҫынсемпе выльӑхсем шывӑн тепӗр хӗррине тухса тӑчӗҫ. Мӗн пур санӑн унта? Алексей гашетка ҫине пуснӑ чух тӑшман самолёчӗн кӑвак кӳлепи прицелӑн ҫаврашка сеткинче питех те уҫӑмлӑн курӑнчӗ, анчах та лешӗ умранах лӑпкӑн вӗҫсе иртрӗ. — Ҫапла, ҫапла… Вӑл пурне те хӑй шухӑшласа кӑларнӑ пулин те, епле тӗлӗнмелле каласа кӑтартатчӗ-ха! — Вӑл нимӗн ӗҫӗ тухманнипе ҫеҫ вӗрентес ӗҫе пикеннӗ. Егорушка кӳме патнелле юлхавлӑн утрӗ, каллех шыв патне пычӗ. Темиҫе минут хушши кӗрешнӗ хыҫҫӑн, хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача ҫӗнтерчӗ. — Акӑ мӗне пӗлтерет вӑл: «Кӳлӗнтӗр пулсан — туртасах пулать». — Сирӗн палкама чарӑнасчӗ, господин! — терӗ вӑл, Павел ҫине хӑйӗн тулалла куҫӗпе салхуллӑн пӑхса. Пар, тет, лашуна, хорунжи пулма тӑратӑп, тет. Вӑйлӑ хумсене ҫурса пӗрре ҫӳлелле хӑпарса, тепре аялалла анса, ҫыран хӗрринелле хуллен кӑна пӗр кимӗ килет. Халь ӗнтӗ ҫулӑн мӗнпур сарлакӑшне, ҫӑм лавӗсене, туртасене, апат чӑмлакан лашасене пӗтӗмпех курма май пур; леш енче тепӗр хӗрес мӗлки уҫӑмсӑррӑн палӑрать… Тинех ӗҫе татса паракан кун килсе ҫитрӗ. — Ӳк ӗнтӗ! Ӳк! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Том. Индеец вӗсене пӗр ҫӗр утӑм таранччен питӗ тӗл ывӑтса перет, вара тӑшманӗ — пӗр-пӗр тискер чӗрчун — ҫав шарсемпе ураран ҫыхланса ӳкет. Вӑл чӗтрекен сассипе:— Аксель, Аксель, этем пуҫ шӑмми, — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Ҫук, Аксель, ҫук. Уҫӑ сывлӑш сана сиен кӳрӗ. Гусев ӑна Ихошка тесе чӗнет, чӑннипе унӑн ячӗ — Иха, вӑл — ҫурт тытуҫин аппӑшӗн хӗрӗ, кӑвак-кӗре тӗслӗ, кулӑшла, тулли хӗр. Тӗттӗм ҫӗре, ҫумӑр айне сиксе тухсан, эпӗ Михаил Антонович хапха патнелле шыв юххисенчен васкамасӑр, тӗплӗн пӑрӑнса утса пынине куртӑм. Халь ӗнтӗ унӑн пӗр прибор ҫеҫ юлчӗ — компас. Вӑл вара ҫак компас кӑтартӑвӗ те тӗрӗс маррине пӗлмерӗ! Анчах Давыдов хӑй шухӑшне: Хопрова вӗлерес ӗҫ кулаксемпе ҫыхӑннӑ, вӗсене халех хутортан кӑларса ямалла текен шухӑшне пӗлтерсен, Нагульнов татӑклӑнах ун майлӑ пулчӗ: — Ҫавсен таврашӗнчи ҫынсемех тӗп тунӑ Хопрова. Каллех шӑп пулса тӑчӗҫ. Вӑл темле хурҫӑ тӗслӗ шалпар пальтопаччӗ, илемсӗртерех пуҫӗ ҫинчи ҫемҫе шлепки ҫӗкленнӗ пек тӑратчӗ. Вӗсене совет влаҫӗ чухне те акмаҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсемех пушӑ пуҫлӑ ыраш пек тем чухлӗ ӳссе параҫҫӗ, ӑна нимӗнпе те тытса чарма ҫук! — Ҫапла, ҫамрӑк, — ҫирӗплетсе каларӗ Майданов. Эпир ҫакна, хамӑр телейсӗррине кура, тепӗр кунхине каҫ кӳлӗм кӑна пӗлтӗмӗр. Юланутпа килекеннисенчен малта пыраканнисем ҫӗлӗкӗсене хывса суллама пуҫларӗҫ. Вӑл ларсанах, лаши урипе тӑпӑртатма, алран вӗҫерӗнесшӗн туртӑнма тапратрӗ, кайран икӗ ури ҫине тӑчӗ, циркра ӗҫлекен икӗ ҫын ӑна тытса чарас тесе чӗлпӗрӗнчен туртаҫҫӗ; ӳсӗрри лашине мӑйӗнчен ыталаса илчӗ те, унӑн урисем лаша кашни сикмессерен ҫӳлелле ҫӗкленеҫҫӗ. Куракансем пурте вырӑнӗсенчен тӑчӗҫ, кӑшкӑраҫҫӗ, куҫҫуль тухиччен кулаҫҫӗ. Пуҫӗ пӑртак чалӑшнӑ. — Эс — ҫын пуҫне ҫиекен!.. — макӑрса кӑшкӑрнӑ Званцев. «Мӗн?» терӗ те кумӗ, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Малтанхи посылкӑсенчен пӗртте уйӑрӑлман корзинка ӑшӗнче ҫыру выртнӑ. Тусен тӗксӗмрех шурӑ хысакӗ, пӳрт тӑррисем урлӑ курӑнаканскер, ҫывӑхра пекех туйӑнать, анакан хӗвел ҫутинче вӑл кӗрентерех сӑнлӑ курӑнать. Тухса кай картишрен! — тесе кӑшкӑрсан. Ҫав хӳшӗсене ҫынсем лайӑхах вырнаҫма пултарнӑ, анчах, паллах антӗ, унта ҫутӑсӑр, вутсӑр, сывлӑшсӑр, час-часах апатсӑр пурӑнма тивнӗ. Эпӗ ирхи апатченех каятӑп, хӗпӗртесех каятӑп! — Тӑхта-ха пӑртакҫӑ! — Ро, — терӗ те марсиан пӳрнине пӗлтерӗшлӗн ҫӗклерӗ. — Тен, эсир ӑна кам валли те пулин хатӗрленӗччӗ? Вӗсен алли ун патне ҫитнӗ пек туйӑнать! Фашистсем — ун пек сӑмахсене вӗҫтерме ӑста… Павлюк хыҫӗнчен унпа килнисем ыттисем те, пӗр ҫирӗм ҫынна яхӑн, ун пекех чышкӑласа кӗрсе кайрӗҫ. Хуларан хӗвел тухӑҫнелле — чавса пӗтернӗ, вак чулпа сапаланса купаланнӑ пушӑ уй. Хӗвел тухнӑ чух ҫил тапранчӗ. Ишӗлнӗ ҫурт тӗлӗнчен иртрӗҫ. Вӗсем шултра чуллӑ уҫланкӑ урлӑ каҫрӗҫ, ҫӗршер ҫулхи мӑйӑр йывӑҫҫи айӑпе иртрӗҫ, вӗсене мӑнастирӗн ҫӳллӗ стени курӑнса та кайрӗ. Ӑҫта кӑна каятӑп — пур ҫӗрте те ҫавсемех, чечексем сутакан кашни хӗрарӑм ман патӑма пырать те, чечек илме сӗнет… Калӑн, вӗсем халӗ кирлӗ мана! Доклад тата ун хыҫҫӑн вӑраха пынӑ пренисем пӗтсен, студентсем саланма тытӑнчӗҫ те, Артур ҫаплах кӗтесре ларакан Джемма патне пычӗ. Ҫаплах лава галерейи тӑрӑх пыратпӑр. Сӑмах май каласан, ун коллекцинче стафилин-нӑррӑн темиҫе кӗлетки упранать. Ку вӑл какай ҫисе пурӑнакан хытӑ ҫунатлӑ нӑрӑ, унӑн куҫӗсем пуҫӗн ҫӳлти пайӗнче вырнаҫнӑ, ҫак нӑрӑ ку таранччен Ҫӗнӗ Каледон ҫӗрӗнче ҫеҫ пурӑнать тесе шутланӑ. Темиҫе секунд хушши трубкӑра сасӑ илтӗнмерӗ. Ку сӑмахсемпе майор ӑна кӑшт илӗртесшӗн пулчӗ. Ытла та хӑйне хӑй шанса пурӑнакан юрӑхсӑр этем! Юбкӑсем пирки. — Ан шарла эсӗ, няня, — терӗ Владимир. — Халех Антуна хулана яр, лекарь патне. Эпир вагон ҫинче хамӑр анчах ларса пыратпӑр, пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах та хушса калаҫмастпӑр. Кашни кун какай ҫиет, нихҫан та пӗтмест вӑл унӑн!» — тесе шутлаҫҫӗ пулӗ. Ҫавсене сӑнаса, ашшӗ:— Тулкки пулатех, строитель, — тесе шухӑшланӑ. — Эпӗ кунтах! — илтӗнчӗ Гедеон аттен ҫинҫешке сасси, кухньӑ алӑкӗнчен тухнӑ чухне; вӑл апат хӑҫан пиҫессе пӗлме кайнӑ пулнӑ. Хӑй тавӑрӑннӑ хыҫҫӑн темиҫе кунран, ҫамрӑк Дубровский ӗҫе тытӑнма шухӑшларӗ. — Тем… сыснасем нӑриклетне пек. Ответ парать. Сывлама чарӑнсах вӗсем вӑйӑ ҫине пӑхнӑ. Тата икӗ кунтан вӑл Питертен хӑй станцине тухса кайнӑ, вара каллех хӑй ӗҫне тытӑннӑ. Емельян Степкӑна яма кӑшкӑр-ха унта! — Ҫук, каҫарӑр, — терӗ адвокат, — эпӗ мӑшӑрлану пулни тата пурри ҫинчен ҫеҫ калатӑп. Хам пулман пулсан-и — Давыдов кун курас ҫукчӗ! Инсаров каллех пуҫ тайрӗ, анчах пӗр сӑмах та шарламарӗ. — Сэр, ун ҫине ҫапла ҫырнӑччӗ, — терӗ Гарри Грант. — Христианиншӑн хӑшӗ пысӑкрах телейсӗрлӗх тесе шутлатӑр эсир турӑран мӑшкӑлласа кулни-и, е ҫывӑх ҫынна йывӑр минутра пӑрахса хӑварни-и? Ҫак выльӑх йывӑҫ ҫумне арканса ларнӑ. Эпӗ килтен тухса утрӑм, каҫ пуличченех киле тавӑрӑнмарӑм. Гленарван ертсе пыракантан пӗр утӑм та айӑккине каймасть; вӑл пӗлсех тӑрать: пӗрмай улшӑнакан вырӑнсенче йӗркине пӗлсе пыма меслетсӗр йывӑр. Турӑсене пӗлтерекен йывӑҫран туса лартнӑ кӗлеткесем, вӗсене тӗрлӗ сӑрсемпе тӗрлесе пӗтернисем пурте вилнӗ ҫулпуҫ хисеплӗ ӑруран тухнине, вӑл хӑй йӑхӗшӗн паллӑ ӗҫсем туса хӑварнине кӑтартса параҫҫӗ. Кӗлет ҫӑраҫҫине колхоз правленинче тытса усраҫҫӗ, колхозниксем пӗрлештернӗ ултӑ кӗлете тӳпемиех тырӑ кӳрсе тултарчӗҫ. Вӗсенчен тахӑшӗ ҫара урипе урайне ҫатлаттарчӗ, тахӑшӗ тутлӑн анасласа илчӗ… Кам пӗлет, тен вӑл ҫав урнӑ кӗтӗве тытса чармалли меслет шырать? — Ну, халӗ ӗнтӗ пурте йӗркеллӗ, — терӗ Марья Николаевна, шлепкине тӑхӑнса. Эпӗ, тен, часах вилӗп, ман ачасем ҫук; анчах эпӗ вилсех вилесшӗн мар, эпӗ пурӑнасшӑн. — Ҫаплах, ҫӗрӗк тунката ҫинче пуҫтарӑнса тӑнӑ ҫумӑр шывӗ ӑшне аллине чикнӗ те кӑларнӑ. Эпӗ пӑхса тӗлӗнсе шухӑшласа тӑтӑм, ҫав вӑхӑтрах пӑртак шиклентӗм те. Пӗлетӗн-и, кунта мӗн пулать? Овсяников сасартӑках ҫиленнӗ пек пулчӗ. Гленарван куҫӗсенче, унӑн пичӗсене ҫутатакан илемлӗ куллинче вӗҫсӗр ырӑ сунни курӑнса тӑрать, патагонец ӑна курса хӑйне ҫӗклентерекен сисӗмсене туймасӑр тӑма пултараймарӗ. Вӗсем калаҫмасӑр пычӗҫ. Кунта тата эсӗ килсе тухрӑн, эсӗ ӗненетӗн… мӗне ӗненетӗн-ха эсӗ? Ывӑлӗ тавӑрӑнни Николай Петровича хумхантарать. Вӑл, ҫуртине сӳнтермесӗрех вырӑн ҫине выртрӗ те, пуҫне чавсаланӑ алли ҫине хурса тарӑн шухӑша кайрӗ. Тӗттӗмленнӗ ӗнтӗ, апла пулин те, вӑл пӳлӗмне пӗтӗмӗшпех лайӑх курать-ха. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, таҫта Шуйттан Кӗтесӗ таврашӗнче пурӑнать вӑл… — Ман кунта пурне те пӗр харӑс панӑ — камӑн кӑмӑлӗ мӗн ыйтать… Чылай сутуҫӑсем африка суту-илӗвӗн ҫак пайӗпе ҫеҫ аппаланаҫҫӗ. Ҫак самантра Половцев сулахай урине алӑк урати ҫине ярса пусрӗ те, Хопрова сӑмси кӑкӗнчен ҫӳлерех пуртӑ тӗршшипе шанлаттарса ҫапрӗ. — Каллех ҫынна ҫыртнӑ. Анчах хӑвӑрпа пӗрле патак илсе ан ҫӳрӗр, ҫапӑҫма юратакансене вӑл тарӑхтарать тата эсир вӗсенчен хӑратӑр, тесе шутлаттарма пултарать. Анчах пурӑнма чӑрӑнсанах — шпульница ҫинчен мухмӑр чухнехи пек аса илнипе пӗрлех, темӗнле чуна ыраттаракан шухӑшсем ҫуралса тухрӗҫ. Уҫҫӑнах мар тавҫӑрнӑ тӑрӑх, Хопров вилӗмӗ коллективизаципе, сапаланчӑк вак-тӗвек хуҫалӑхӑн витӗрех ҫӗрсе ҫитнӗ хӳмисене тӑвӑл пек ишӗлтерсе аркатакан ҫӗнӗ тапхӑрпа ҫыхӑнса тӑрать. — Эсир пур тесе шутланаканни ҫинчен, эпӗ мӗн чӑн-чӑнах та пурри ҫинчен калатӑп. Енчен пур ҫӗрте те пушар сиксе тухсан, вара ӗҫ те тепӗр майлӑ пулса тӑрӗччӗ, тесе шутла пуҫларӗ Марко. Лешӗ хӑранипе тапӑртатма пуҫларӗ, хӑма сарнӑ урайӗнче урисене чаркаласа хучӗ, тулхӑрса ячӗ те, выртас шухӑшне пӑрахса пулас, сырӑш патнелле пуҫне тӑсрӗ. Сӗтел хушшинче: Фрол хӑй — савӑл пек шӗвӗркке пӗчӗк сухаллӑ тата сулахай енчен сӑмси ҫунаттине татса кӑларнӑ (ача чухнех улмуҫҫи тӑрринчен ӳксе питне-куҫне тӑрлавсӑрлатнӑ, ҫавӑн пирки ӑна Катӑк сӑмса тесе ят панӑ) пӗчӗкҫеҫ имшеркке старик, унӑн арӑмӗ, тулли кӗлеткеллӗ те кӗрнеклӗ карчӑк, ывӑлӗ Тимофей — ҫирӗм икӗ ҫулалла ҫитнӗ йӗкӗт, хӗрӗ — качча кайма вӑхӑт ҫитнӗскер, лараҫҫӗ. Хуҫайкки, хӗрарӑм, пирӗн ҫине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫапла калать: «Леш тӗнчере эсӗр пире, ыр ҫынсем, усалпа аса ан илӗр ӗнтӗ тата пире ылханса та ан кӗлтӑвӑр, мӗншӗн тесен сире эпир нушана пула вӗлеретпӗр». Ак палласа ил ӑна ҫакӑн пек темиҫе тӗрлӗ тумпа. — Хӗрхенӗр! Ах, тӑвана тӑван вӗлереслех!» — чакӑлтатма тытӑнаҫҫӗ ӗнтӗ халех. — Ҫапах та ҫын юнне хапсӑнаканскер эсир, Александра Петровна! — хушса хучӗ Ромашов. Ӳкӗтлесе йӑлӑхтариччен атя луччӗ, атту пӗр уйӑх ҫиленсе ҫӳретӗп сана. — Тымарне татас пулать, — шутларӗ Любим юлашкинчен. Эп сана вилнӗ тесех шутлаттӑм-ха, анчах ун пек чух чееленмесен юрамасть, улталаса калатӑп ҫакна: «Учитель сывах-ха, уншӑн ан пӑшӑрхан, учительница…» — тетӗн. Мӗн пулнине каласа парӑр мана! Каларӑн! Хавильдарсем вӗсене читокӑри халӑх кӗтӗвне хуса кӑларчӗҫ. Ҫитет ӗнтӗ, Алексей Вениаминович, чӑрмантартӑм эпӗ сире, савнӑ ҫыннӑм! — терӗ те вӑл, ҫӑмӑллӑн сиксе тӑрса, балкон ҫине тухрӗ. Пур-и вӑл сирӗн? Эпӗ ҫавӑн чухнех унпа юнашар пырса лартӑм та экзамена килнисем ҫине сӑнаса пӑхма, вӗсене хам пӗлнӗ пек хаклама тытӑнтӑм. Халь пире илеймӗн! — Тур ҫырлахтӑрах, мӗн тери лайӑх кӑпӑшка хӑпартусем!.. Нумаях пулмасть, сӗм ҫӗрле, Давыдовпа Лушка ҫеҫен хирте, хутортан инҫетре ларакан ҫил арманӗн хуралҫипе тӗлех пулчӗҫ. Ну, сывӑ пулсам, чунӑмҫӑм. Эпӗ вӗсене хӑйсен ашшӗ-амӑшӗ пек пулмалла мар пӑхса ӳстеретӗп-ҫке-ха. — Этем киле ҫитсессӗн, чӗркуҫленсе ларса: эй турӑ, каҫар, санӑн таса кунӑнта ҫылӑха кӗтӗм! тесе турра тархасласа, макӑрса ярать пулӗ, тен. Вӑл сцена хӗрринче турткаланса, илемлӗ тумланнӑ Лиза Сухарькӑпа Анна Адмовская ҫине темле тарӑхса пӑхса ларать. Давыдов, ним калама аптӑранӑ пек, сӑмси кӑкне хыҫса илчӗ: — Авӑ мӗнле иккен… Ҫынсен чӗрисене ҫавӑн пек лайӑх пусарма пултарнине Джемма хӑй те сисмен. Икӗ ҫул каярах Мартинин чи аван юлташӗсене Калабрире киревсӗр вӗлернӗ, тен, Джеммӑн ҫирӗп шанчӑкӗ ҫеҫ ӑна пысӑк инкекрен хӑтарнӑ. — Тӗрӗс, — терӗ Казбич пӑртакҫӑ чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн: — ун пеккине пӗтӗм Кавардара та урӑх тупаймастӑн. Ирхине вӑрансассӑн, курах кайрӑм: ырми-канми тӗпчевҫӗ халӗ те ҫаплах ӗҫлесе ларать; куҫӗсем хӗрелсе кайнӑ, пичӗ шурнӑ, ҫӳҫӗсене чӗтрекен аллисемпе пӑтраштарса, тӑраткалантарнӑ; питҫӑмартисем хӗрелнӗ, — ҫаксем пурте ӗнтӗ ҫав нимӗнпе те пӗлме ҫук япалана тупасшӑн вӑл епле кӗрешнине тата хӑйӗн мӗнпур тӑн-пуҫӗпе, пуҫ миммипе мӗнле хӗнпе ҫӗр каҫичченех ӗҫленине лайӑхах кӑтартаҫҫӗ. Вӑл е ирех пӑшал тытса пӗчченҫи сунара каять, е хӑйӗн пӳлӗмӗнче кӑнтӑрлахи апатченех кӗнеке вулать. Артистра пулас килмест манӑн, эсӗ, хура шуйттан, мана унта кайма ан илӗрт, ман кӑмӑла пӗтӗмпех, вуҫех пӑтратса ан яр! Эпӗ аран-аран тата пӗр-икӗ сӑмах ҫырса хума пултартӑм. Хам ӑшра ҫынсемшӗн тата ҫынсене кӳренсе пурӑнатӑп. — Ҫырлахах, атте, — хушса хучӗ Аркадий: — эсӗ манран каҫару ыйтатӑн пулас; мӗнле намӑс мар сана? Урнӑ пек, чунӑмра хӑрушӑ савӑнӑҫ вӗресе тӑнӑ майла еккӗм кайнӑ чух, ҫав минутсене тӗртсе васкатса пытӑм. Ҫав выльӑхсене хирте инҫетри вар-ҫырмасенче ҫитерсе ҫӳренӗ, пысӑккисем килте ҫукки ҫын куҫне ан курӑнтӑр тесе, кӗтӳ кӗтме унта ачасене янӑ. Ӑна илсен, вӑл кӗсьене тӳрех пӗр вунӑ пин чикме пулать-и, тен, тесе шутланӑ. — Турӑ каҫартӑрах! — Кӑкарса хур ӑна ҫакӑнта. — Егорушка. — Камсем вӗсем? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл гостиница Помтарсона пырса кӗнӗ ҫӗрте ларать. Часах виҫҫӗмӗшӗ те тупӑнчӗ, вӑл — Динго. Ҫакӑнтан ҫыранӑн пӗртен-пӗр ҫимӗҫлӗ пайӗ пуҫланать. Вӑл ҫыру Ватиканран килнӗ. — Туйӑм пулмасӑр! Анчах палуба ҫине тухсан, унта ҫумӑр чашлаттарать, ҫавӑнпа та кубрикра хӗсӗнсе пынипех ҫырлахма тивет. Хӑш чухне тата ҫав пӑр катӑкӗ пӗр-пӗр енчен ҫырмана юхса кӗрекен шыв юхӑмӗ илсе кайнипе садсене пырса кӗрет те, йывӑҫ вуллисем ҫине качӑртаттарса тӑрӑна-тӑрӑна, садра ҫитӗнекен ҫамрӑк хунавсене тӗшӗрсе пӗтерсе, улмуҫҫисене шӑйӑрса амантса, ытла та ҫӑра чиелӗхри вӗтлӗх темисене пуса-пуса антарса, йывӑҫсем хушшипе ишсе ҫӳрет. Тахҫанах калаҫса татӑлнӑ йӗркепе, Яков Лукич, килнӗ ҫынсене кантӑкран курса, алкумне хӑвӑрт кӗчӗ те Половцевпа Лятьевский пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне икӗ хут шаккаса илчӗ, вара, мӑйӑхне якаткаласа, крыльца ҫине мӑнаҫлӑн тухса тӑчӗ. Хӗрарӑм шӑпланчӗ, эпӗ ун еннелле куҫ ывӑтса илтӗм: вӑл ман ҫине тӗлӗнерех те кӑшт куларах пӑхать. — Мӗншӗн-ха тӑнӑҫлӑн та шӑппӑн уйрӑлса каяс мар пирӗн? — йӑвашшӑн ыйтрӗ Ромашов. — Эсир ӑҫта? Тип ҫырма патӗнчен килсен, Кирюхӑпа Вася хурана шыв тултарчӗҫ те ӑна вут ҫине ҫакса ячӗҫ. — Эпӗ ҫыпӑҫмастӑп, эпӗ кӑтартса паратӑп ҫеҫ; юрӑ вӑл йӑпанмалли япала пулсан, вӑл ӗнтӗ — усалтан килет! Ҫапах та кун пек дрейф тытса пынин хӑрушӑ енӗсем те пур, мӗншӗн тесен яхта темӗн пысӑкӑш хумсен хушшине анса кайсан, унтан ишсе тухма та пултараймасть. Пӗтӗм чуна тавӑрса кӑлараҫҫӗ, шуйттан кайӑкӗсем! Ҫак калама ҫук пысӑк планетӑсем ҫинче, тен, вулкансем те пулӗ, вӗсем сирпӗннӗ вӑхӑтра, тен, тӗнче уҫлӑхне пысӑк чул муклашкисем те вӗҫе-вӗҫе каяҫҫӗ. Артамонов сасартӑк вилнинчен вӗсем те тӗлӗннӗ пулмалла. «Лашине Терек патне ҫеҫ ҫитер, унта вара пӗтӗм кӗтӳ пулсан та вырӑн тупатӑп», тет. Николаев кӑшкӑрса чарчӗ ӑна. Апат ҫисен ача Пӑван аллинчех, унӑн юр пек шурӑ кӗпи ҫумне пуҫне хурса, ҫывӑрса кайрӗ. Хӑвӑрттӑн хӑпарса кайни мана ҫӑлса хӑварчӗ: ман айра, ман урасенчен ҫур фут ҫеҫ аяларах кинжал йӑлтӑртатрӗ. Ӗҫӗ ӑнманнипе мӑшкӑла юлнӑ Израэль Гэндс ман ҫине тӗлӗнсе кайнипе ҫӑварне карса пӑхать. Ҫак сасӑ Говэнӑн шухӑшне сирчӗ. Йӑнӑшрӑм… Ҫутӑпа мӗлке Морисӑн тополь айӗнче нумай кӗтсе тӑмалла пулмарӗ. — Ирӗк парсан, эпӗ ӑсатӑп сире, — терӗ Пӑван вӗсен калаҫуне хутшӑнса. Юрра юратакан господасем ҫителӗклех хӗрӗнкӗ иккен. Ҫакна эсӗ коллективизаци вунтӑватӑ процента ҫеҫ ҫитнӗ районта, вӑтам хресчен колхоза кӗмешкӗн тин хатӗрленекен районта, тӑвасшӑн иккен. Матроссем калаҫма тытӑнсан, вӗсен калаҫӑвӗ мана хам ӗмӗрне илтме пултарайман калаҫу пек туйӑнса кайрӗ. Вӑл кӑмака пӗр тӗлте ишӗлсе аннӑ шӑтӑк пеккине кӗчӗ, хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ, — ҫул ҫинче никам та ҫук. — Эсир тунӑ-и пурнӑҫа? — кӑшкӑрнӑ вӑл. Кимӗ ҫине пӗр михӗ сухари, типӗтнӗ какай, пӗр пӗчӗк пичке шыв хурса яма ӗлкӗрчӗҫ. Кашни курайман ҫынӑн пичӗ пӑшал вырӑнне туйӑннӑ. Кунта эсир пӗр пӗччен юлатӑр. Анчах Грант капитана маннӑ пек, сире никам та манмӗ, сире никам та пӑрахмӗ. Юр хӗвел ҫинче кӗреннӗн ялтарать, сулхӑнра — кӑваккӑн. Николай Петрович кӑштах пӑрӑнчӗ. — Ҫук, Аксель, ҫук ӗнтӗ, каях! Эпӗ сана вилӗм сунмастӑп. Татса пама май ҫук ыйтусемпе асапланнӑ чухне яланах ҫапла табак туртатӑн, эпӗ те, хамӑн иккӗленӳсене сирсе ярас, хамӑн ӑса тӗтрелентерес, тӗксӗмлетес тесе, пирус хыҫҫӑн пирус мӑкӑрлантартӑм. — Эпир сире пулӑшма хатӗр, капитан господин! — хуравларӗ ватӑ негр. Эпӗ тӑна кӗрсен, манӑн пӗтӗм пит куҫҫулӗпе йӗпеннине пӗлтӗм. Вӑл каҫӑрӑларах ларчӗ, чӗлпӗре хытӑ туртса пӗр вырӑнта ташласа тӑракан лашине аран-аран хӑйне пӑхӑнтарсан, татах та хытӑрах кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Любишкин ӑҫта тетӗп?! Халь пурне те ҫӑлӑннӑ теме юрать. Мэри Грантпа пӗрле Элен хӑйӗн каютине кайрӗ. Майор сӗнӗвӗ манӑҫа юласран хӑраса пулас, герцог сума суса ҫапла каласа хучӗ: — Сире мӗнле шыраса тупма пулать, тесе ыйтмастӑп эпӗ, господин майор, анчах мана хама эсир мӗнле тупма пултарасси ҫинчен пӗлтерес килет манӑн. Ман пульӑсене ятарласа панӑ заказпа тунӑ та, эпӗ хам вӗлернӗ кайӑка яланах пӗлме пултаратӑп». Вӗсен хӳрисем те ҫук. Ама чӗрчунӗсем аҫа чӗрчунӗсенчен пӗчӗккӗрех. Вӗсен пуҫӗсем ҫинче вӑрӑм та яка ҫӳҫсем ӳссе ларнӑ, пичӗсем вара ҫап-ҫара, ытти пур ҫӗрте те ӳчӗсем вӗтӗ ҫӑмпа витӗннӗ. Ама чӗрчунӗсемпе аҫа чӗрчунӗсен те ҫӳҫӗсем тӗрлӗ: хӑмӑр, хура, хӗрлӗ тата сарӑ тӗслӗ. Пуҫне пӗкрӗ те тата хытӑрах ассӑн сывларӗ. Акӑ мӗнле вал! Кӑнтӑрлахи апат тӗлне Щукарь мучи патне те кӗрсе курчӗҫ. — Ҫав обществӑна малалла яракан вӑйсенчен пӗри вӑл пӗр-пӗрне хисеплени пулать. — Гварди майорӗ Алексей Маресьевпа. Кунсӑр пуҫне, тата унӑн ҫав тери асӑрхануллӑ пулмалла, ниҫта та теветкелленмелле мар…» Сулахай енӗпе, адмиралтейство умӗпе иртсе пынӑ чух вӑл хӳме хыҫӗнче йӑлкӑшса ҫунакан темӗнле ҫутӑра тротуар тӑрӑх лартса кайнӑ симӗс подпоркӑллӑ акацисене тата ҫав акацисен тусанланса ларнӑ мӗскӗн ҫулҫисене курчӗ. — Мисс Арабелла сире килӗшмест-и-мӗн вара? — тесе аптӑратать ӑна Мак-Набс. Мӗнле-ха капла пурнӑҫ ҫавнашкал хӑвӑрт иртсе кайрӗ? Вулакансем мана ӗҫ малалла мӗнле майпа татӑлнине ҫырса кӑтартасран хӑтарӗҫ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Анчах хуйхӑ ярса илнӗ ӑна, пӗлӗшӗсем хӑйне чӗннине илтме мар, вӑл никама та палламасть, пӑч-тӗттӗмре чупнӑ пек, вӗсем ҫине пыра-пыра кӗрет, ҫул ҫинче япаласене тӗл пулнӑ пек, вӗсене аллисемпе сире-сире ярать. Эпир часах ҫителӗклӗ ӗҫсе ҫисен, питӗ лайӑх ыйхӑпа нимӗн те туйми ҫывӑрса кайрӑмӑр. Ӗҫӗ лайӑх пырать пулсан, пӗр-пӗринпе вуншар хут тире те сӳме пултаратӑр. Ҫапла темиҫе хутчен те пулчӗ. Пӗртен-пӗр чӳречеллӗ, пушӑ та сивӗ чӑлан евӗрскер ку вӑл. Хула урамӗнчи ҫынсем ман тавра пухӑнса ан тӑччӑр тесе, ҫыран ҫине анас умӗн капитан мана хӑйӗн плащне тӑхӑнтарчӗ. Унӑн, ухмахӑн: «Ҫылӑхлӑ, пачӑшкӑ!» — тесе кӑна тӑмалла пулнӑ-мӗн, ҫав самантрах ҫылӑхсене каҫарса та янӑ пулӗччӗ… Темле чӑрмавлӑрах ӗҫсем ӳкеҫҫӗ сана, унтан каллех темле пысӑках мар укҫа ӳкет. — Эсир офицер мар, выльӑх! Тулта ҫӗрле пулнӑ ӗнтӗ, анчах куҫ тӗттӗме хӑнӑхса ҫитсен ҫутта кӑштах уйӑрса илекен пулать. Тӗттӗм ҫӗр бархачӗпе тумланнӑ вӑрманта, йывӑҫсем карталаса илнӗ, ҫиелтен хура пӗлӗтпе витӗннӗ пӗчӗк уҫланкӑра, вут умӗнче, хирӗҫлемеллех тӗлӗннӗ мӗлкесем хушшинче — туттисемпе ҫӑткӑннисен тӗнчине чӗтрентернӗ кӗрешӳ-ҫапӑҫу ӳкерчӗкӗсем тухса тӑчӗҫ; пӗрин хыҫҫӑн тепри иртрӗҫ, — ҫӗр ҫинчи халӑхсем, ҫапӑҫусенче ывӑннӑскерсем, юн юхтарса; ирӗклӗхпе чӑнлӑхшӑн кӗрешекенсен ячӗсем аса килчӗҫ. — Паллах, тухман. Пӑхать — никам та ҫук. — Ывӑнман эпӗ… — салхуллӑн каланӑ Фома. Кун хыҫҫӑн каллех хисеплӗ сӑмахсем янӑра пуҫланӑ, мужиксем ун тавра тачӑран та тачӑ кӗпӗрленсе пынӑ. Ӑна, Лӑпкӑ океанӑн кӑнтӑр пайӗнче пуҫпулса тӑракан архипелага, ярса илесси ҫинчен Европӑна тытса тӑракансенчен никам та шухӑшламан. Арканзаспа унӑн юпписем ҫыранӗсенчен тухнӑ пулмалла. Анчах та, старик мӗнле асӑрханса та вӑрттӑн утни ҫине пӑхса, вӑл ыйтма хӑймарӗ — хӑрушӑ пирки ҫакӑн пек вӑрттӑн пымалла-ши е сунар ӗҫӗ ҫапла тума хушать? — Аттем, эпӗ… Е, калӑпӑр, итальянец… Савӑнтараймастӑп эпӗ хамӑн земляксене. — Никам та! — терӗ такамӑн сасси, таҫтан инҫетрен хирӗҫленӗ пек. — Пысӑк, — пакӑлтатрӗ те Жоржетта, хӑй пысӑк пулнипе савӑнса пулас, макӑрмарӗ. — Ҫук, фантла — кичем; танлаштармалла выльӑпӑр. «Мӗншӗн паян-ха, мӗншӗн шӑпах паян-ха?» тесе шутларӗ вӑл, вара тахҫан иртсе кайнӑ пулни-иртнисене аса илчӗ. Мастер тем ҫинчен ыйтасшӑн, анчах ыйтма хӑяйман пек, е хӑйӗнчен мӗнте пулин ыйтасса кӗтнӗ пек пулса, ним калаҫмасӑр пӗр вырӑнта, пӗр ура ҫинчен тепӗр ура ҫине пускаласа тӑркаларӗ. Анне юмӑҫ карчӑк чӗнет, атте пӗр вунӑ хут та пуль хӗнеме тӑчӗ. Хыҫалта, ҫулҫӑсем хушшинче, электричество хунарӗсем ҫутӑла-ҫутӑла кайрӗҫ. Вуннӑран кая мар пулӗ вӗсем. — Ача ӑҫта? Давидовӑн арчинче Голицинскин лучӑрканнӑ калавӗсем, Булгаринӑн «Иван Выжигинӗ», барон Брамбеусӑн пӗчӗк томӗ пулнӑччӗ; эпӗ ҫавна пурне те хыттӑн вуласа патӑм, пурне те кӑмӑла карӗ, Ларионыч каларӗ: — Кӗнеке вулани вӑл харкашса, шавласа хӑтланассине сирсе ярать, — вӑл аван! — терӗ. Огнянов хӑйӗн юлташӗсене хавхалантарма кӑлӑхах тӑрӑшрӗ, Бяла Черквара, ун хыҫҫӑн ытти ҫӗрсенче те хальтен халь пӑлхав хускалмалла тесе ахалех кӗттерчӗ. Халӗ вӑл, Андрей пуҫӗ ҫинче тирекен ҫӳҫ кӑна иккенне туйсан, тепӗр хут шухӑшларӗ. — О, ҫук, вӑл унта каяс ҫук ӗнтӗ, — тесе сӑмах хушнӑ Кольхаун. Ҫитменнине тата ҫынсем пурте кӑмӑлсӑрланнӑ. Ҫамрӑк чухне вӑл Рязаньти хула кӗтӳҫӗ ҫумӗнче кӗтӳ ачинче ҫӳренӗ, унтан иртен-ҫӳрен манах ӑна илӗртсе мӑнастире илсе кайнӑ; унта вӑл тӑватӑ ҫул послушникра пулнӑ. Калинккерен тухсан, Разметнов сылтӑмалла, ял Советнелле каякан ҫул ҫине мар, сулахаялла, ҫеҫен хирелле пӑрӑнчӗ. Атьӑр ҫӳле хӑпарса ҫак укҫана тепӗр хут шутласа пӑхар, вара ӑна тытар та хӗрачасене парнелер! Мещански урамри пӗчӗк лавккасенчен йӳҫӗ купӑста шӑрши кӗнине эпӗ ҫав тери юратмастӑп; ҫитменнине кашни хапха айӗнченех темле тамӑк шӑрши тухать, ҫавӑнпа та сӑмсана хупласа мӗнпур вӑйпа чупрӑм, Тата путсӗр ремесленниксем хӑйсен мастерскойӗсенчен урама темӗн чухлӗ тӗтӗмпе хӑрӑм кӑларса тултараҫҫӗ, ырӑ ҫынсене уҫӑлса ҫӳреме те май ҫук. Вӗсем вӑранса каяҫҫӗ, чупса пыракан хӗр ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ. Кайран пӗр эрне кӑлартӑм вӗсене, ҫитменнине тата, темле тункатаран ҫакланса, йӗме ҫуртӑм. — Эсӗ, мучи, хӑв йӗмӳ ҫинчен мар, хӗр ҫинчен каласа пар, — хыттӑн пӳлчӗ ун сӑмахне Дубцов. Пирӗн сакӑрвунӑ пиллӗке ҫитнӗ асанне пурччӗ, анчах мӗнле кӑна тертленмерӗ вӑл! Амӑшӗ Софья патне пӗшкӗнсе хуллен кӑна:— Тӗрӗснех калать-ши вара вӑл? — тесе ыйтрӗ. Каҫхине мӗн ҫисе тутӑ пуласси ҫинчен ирхине пӗлменни питех те начар вӑл! Страхованин уйрӑм ыйтӑвӗсем, колхозлӑ строителствӑн хӑш-пӗр ыйтӑвӗсем, финанс ӗҫӗн ыйтӑвӗсем, — ҫавнашкал ҫав тӳрлетӳсен темисем. Пуринчен ытла вӑл ҫамрӑк, ҫамрӑк… манпала сирӗн пек мар, Евгений Васильевич. — Старик хӗрне пӳрнепе юнаса илнӗ те, сулхӑммӑн шӑмарса, пуҫне уснӑ. Пӳртри чӳречесем те сасартӑк чӗтреме тытӑнчӗҫ, тултан вӗсене такам е именсе, е хӑюллӑн силлетчӗ тейӗн ҫав. — Ыран эсир хӗпӗртесе тӗлӗнетӗр-ха, — терӗм эпӗ ӑна. Ун хыҫҫӑн кондитерски алӑкӗнчен тирпейрен тухнӑ Панталеоне сиксе тухнине, вӑл хӑлаҫланса Санина тискер кӑшкӑрнине, ҫӳле ҫӗкленӗ аллисемпе юнанӑ пек тунине Санин асӑрхамарӗ те. Ӳкерчӗк ҫинчи ҫамрӑк хӗрарӑмӑн пит-куҫӗ самаях илемлӗ, анчах аллисем ытлашши нумай, ҫавӑнпа вӑл мана эрешмен пекрех курӑнчӗ. — Сахӑр илме, — терӗ ун хыҫҫӑн Баймаков салхуллӑн, ҫерем касса тунӑ сак ҫине ларса. Матвей Ильич Гизо ҫинчен питӗ чысласа калаҫнӑ, пурне те, кашни ҫыннах эпӗ рутинёрсен, кая юлнӑ бюрократсен шутне кӗместӗп, общество пурӑнӑҫӗн пӗр паха палӑрӑмне те асӑрхамасӑр ирттерместӗп, тесе ӗнентерме тӑрӑшнӑ. — Хӑрах куҫупа — вельбота, тепринпе — карапа. Акӑ часах Павкӑсен пӗчӗк пӳрчӗ те курӑна пуҫлать. Акӑ вӑл кунтах, Лещинский ҫурчӗ хыҫӗнчех. Унтан ҫӳллӗ ту таврара урӑх курӑнмасть те, кунтан Клисурӑпа Стрем айлӑмне ҫыхӑнтаракан ҫула асӑрхаса тӑмашкӑн пит аван… Ҫамрӑк мексиканка йӗнер ҫинче ирӗклӗ те шанӑҫлӑ ларса пырать. Юрлакансем тарӑнӑн, ассӑн сывласа илӗҫҫӗ; хӑшӗ, кетмен ҫӗртенех, сассине чарать те пайтахчен юлташӗсем юрланине итлет, унтан каллех пӗрлешсе пӗр юхӑма кӗрсе каять. Ан пер! Пысӑк ҫурт ӑна пытанса тӑракӑн хаяр тӑшмансемпе тулнӑ пек, тӑшмансем тӗттӗм кантӑксенчен пӗчӗккӗ те вӑйсӑр ачан кашни утӑмне вӑрттӑн, усаллӑн кулса асӑрхаса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Тӑшмансем темскерле сигнала шарламасӑр, тӳсме ҫук хытӑ кӗтсе тӑраҫҫӗ, такамӑн ҫилӗллӗ, калама ҫук хаяр приказанине кӗтеҫҫӗ. — Ку хура кӗпепе, темле ҫыхӑ тытнӑ. Григорьев Александр… Роберт алӑ ҫупса ячӗ. Сунарҫӑсем Талькавӑн тар хутаҫӗнчен типӗ тар илчӗҫ, револьверӗсене ҫап-ҫутӑ тасатрӗҫ те вӗсене етресемпе авӑрларӗҫ. — Ҫапла… акӑ ҫитрӗ вӑл… пурнӑҫӑн юлашки сехечӗ… Вӑл ман пата кӗнӗ вӑхӑтра эпӗ хам ҫине витӗннӗ тумтире сирсе пӑрахса ҫав тери хытӑ ҫывӑрнӑ пулнӑ. Дуняшка валли… — ҫав тери пӑлханса пӑшӑлтатать вӑл. Хӑй арча хупӑлчинчен ҫатӑрласа тытнӑ та тӗрлӗрен тӗслӗ кӗпе-тумтир ҫинчен ҫулӑмпах ҫунакан куҫӗсене илеймесӗр арчаналла пӑхать. — Мӗн алхасса ҫӳрен? Япала катӑкӗ пек, — темрен катӑлса ӳкнӗ те — выртать… Унӑн ролӗ ҫав тери хурлӑхлӑ — ку вӑл этем тивӗҫлӗхӗнчен кулни пулать. — Хӑв савнийӳ ҫинчен юрларӑн эсӗ. Вӑл йӑпӑр-япӑр тӑрса кимме хатӗрлерӗ, мана ларма ҫемҫе пултӑр тесе, хӑйӗн кивӗ тумтирне сарса пӑрахрӗ, кӗсмен тыттарчӗ. Эпӗ ҫырантан уйрӑлсан, мана ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Кӗҫех эпӗ савӑннипе ташша ярӑп. Гек пулӑшнипе ҫӑлӑнтӑм тесе кӑшкӑрӑп! Горевӑн Голышевран Воропаев ҫинчен ыйтса пӗлес килет, анчах вӑл унпа уҫӑмлӑн калаҫма хӑймарӗ, мӗншӗн тесен телейсӗр хӗрарӑмӑнни пек йывӑр та лайӑх мар пурнӑҫ никамӑн та ҫуккине вӑл лайӑх ӑнланать. — Хӑҫан? Ӑҫта турӑ чухламасть, ҫавӑнта чиновник туса ҫитерет; ҫавӑншӑн пурӑнаҫҫӗ те вӗсем… Мӗн вал ура! Вӑл хӳшше чупса кайса унтан тумтир илсе тухрӗ, вара вӗсем, Игнатпа иккӗшӗ, ним чӗнмесӗрех хӗрарӑмсен урисемпе хулпуҫҫийӗсене пӗркерӗҫ. Завхоз патне кай, вӑл кладовщике калӗ, лешӗ вара сана малтанлӑха пӗр вунӑ пӑт ҫӑнӑх парса ярӗ. Ку вӑл Паганелӗн ӗҫӗ. Вӑл часах канашлӑва килсе хӑй сӑнавӗсенчен мӗн пӗлнине пӗлтерчӗ. Экспедици унӑн сӑмахӗпе 37° широта 147°53' долготаран каҫса кайнӑ ҫӗрте Сноуи-Ривер шывӗн хӗрринче тӑрать. Ҫӗр ҫинче малтанхи хут кӑларнӑ ҫак ята ҫил тилӗрӳллӗ авӑкпа ярса тытрӗ те вӗҫекен юр хушшинелле сапаласа-вӗлкӗштерсе ывӑтрӗ. Пӗртен-пӗр лайӑх минут пулчӗ ку. Ӑшӗ ҫавӑн пек ҫунакан ҫын ҫывӑрма пултарнӑ-и-ха вара? — Мӗнле вӑкӑрсем паратӑр мана? — Кайӑр та выртса ҫывӑрӑр, — терӗ Аэлита шӑпах та кунти чӗлхепе, унӑн сассисем хальлӗхе тӗлӗнмеллерех, анчах пӗлтерӗшӗ ӑнӑн-тӑнӑн сӗмлӗхӗнче витӗрех кӗретленет ӗнтӗ. Ну, юрӗ, выляр эппин тепре. Этем пулнӑ пулсан вӑл паллах ҫапла шухӑшланӑ пулӗччӗ: — «Ҫук, капла пурӑнма май килмест! Вӑл — сирӗн юнӑра ӗмекенсенчен пӗри… Ҫак асапа чунсӑр ҫын та чӑтса ирттереймест. Ҫынран хӑрамалли ҫук кунта, хӑрамалли пулсан та, вилӗ чун мӗлкисем курӑнсан кӑна, — тияккӑн хӑй сӑмахне шӳтлӗн каласа хучӗ алӑк патнелле утнӑ май. — Ырӑ каҫ пултӑр! — Гешан, сӑмах май ыйтам-ха, ӑҫта леш чикмек? — ыйтрӗ Говэн. — Тӑхтӑр-ха, ваше благородие, эпӗ хамах, — терӗ атте. Панкратов, алӑк умӗнче тӑракан контроль группине мандат кӑтартса, зала кӗрсен тин Окунева хирӗҫ чӗнчӗ: — Ҫапла, Митяйпа истори каллех ҫак вырӑна килсе тухрӗ. Анчах та кӑна питӗ пӗлсе те тӗрӗс тумалла, шухӑшларӗ вӑл. — Ҫапла, фронтран. Ҫав туйӑмсем мӗне пӗлтернине чухламасть вӑл, анчах вӗсем уншӑн паллӑ, вӗсен ырӑ ытамне ҫӑмӑллӑнах парӑнать вӑл. Лере, хыҫра, суккӑрсем хушшинче, Петр панӑ укҫашӑн тавлашу-харкашу пуҫланчӗ… Ахальтереххӗн те ӑнланмаллараххӑн калаҫас тесе, — вӑл пӑлханнӑ, унӑн сӑмахӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри васкавлӑн, ҫыхӑнусӑр такӑнса тухнӑ. Туслӑ ҫынсемшӗн пулсан — кӑна пӗлни аван, анчах тӑшмансемшӗн кун пек туйӑм, уйрӑммӑнах каласа ӑнлантарма та, уйӑрӑлса кайма та май ҫук чухне, питех те аван мар. Кӑнтӑрла пурӑнма эпир сулахай ҫыран еннерех, ҫӑра тӗмлӗ пӗчӗк утрав суйласа илтӗмӗр. — Французӗ ӑна хӑратнӑ, ваше превосходительство, — тет исправникӗ, — вӑл ӑна никама каламалла мар тесе тупа тутарттарнӑ. Вӑл пӗр-икӗ картлашка аялалла анчӗ те, тӗттӗмре, юлашки ҫутӑ пайӑркисем сӳннӗ тӗлте, аллипе хыпашларӗ. Ҫук, ҫук… эсир тунӑ пекех мар ӗнтӗ, — эпӗ кулнине курса, аванмарланса, васкаваррӑн каласа хучӗ вӑл… Таса турӑ амӑшӗ, намӑс курасран упра мана! — Мӗнех вара, — тесе ыйтрӗ ҫамрӑк драгун, пӑртак ӗненменнине палӑртса. — Ак хайхи — каларӑр та! — кӑмӑл тулнӑн сывласа илнӗ Медынская. Ҫав «тен» тесе калани ахрӑм усаллӑн ӗхӗлтетсе илнинчен те хӑрушӑрах пулнӑ, хӑраса хытса каймаллах туйӑннӑ: ҫавӑн пек каланинчен ӗмӗт сӳнсе ларни сисӗннӗ. Королева Марго янахӗ таран одеялпа витӗнсе кровать ҫинче выртатчӗ, унпа юнашар, стена ҫумӗнче, пӗр кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ, кӑкӑрӗ уҫса ярса скрипка калакан офицер ларатчӗ, — унӑн кӑкӑрӗ ҫинче те ҫӗвӗ пурччӗ, хӗрлӗ йӑрӑм пек, вӑл сылтӑм хулпуҫҫи патӗнчен аялалла тӑсӑлса выртатчӗ тата пит паллӑччӗ, тӗттӗмре те эпӗ ӑна пит лайӑх куртӑм. Ха-ха-ха! Акӑ вӑл, юрату, мӗн кӑтартать пирӗн пек атьсене: ҫын ҫынахчӗ, халӗ купӑста кучанӗ чухлӗ те юлман». Унтан пурте карабинсене авӑрларӗҫ. Ҫакӑн пек хӗҫпӑшалланса, пурте юханшыв хӗрринелле кайрӗҫ. — Штурвал кустӑрмине пӑрах та чавтар унтан! Перон капитан хӑйне тӑватӑ матроспа пӗрле утрав ҫине антарса хӑварма каланӑ, матроссенчен иккӗшӗ француз пулнӑ, иккӗшӗ акӑлчан. Чӑн та, курасса вӑл кӑмӑла кайман япаласем ҫеҫ курнӑ тата пурин ҫинчен те, хӑйӗн Яков шӑллӗ пек, — пур ҫынна та ӳпкелешнӗ пек калаҫнӑ. Ҫакна ҫеҫ курмӑн-ха! Лизӑ тепӗр кун ирех ращана курнӑҫма васканине вулакан каламасӑрах туйать. Монтанелли ҫавӑн пек калаҫнипе полковник калама ҫук хытӑ кӳреннӗ, ытла та кӑмӑлсӑрланнӑ. — Сюртук сана ҫӗннине хатӗрлемелле-и, сирӗн благороди? — тимлӗхлӗн ыйтрӗ Гайнан. — Ҫук, ҫапах та… — Мӗн каласан та пӗрне ӗненсех тӑратӑп эпӗ, — хушса хума васкарӗ Паганель, хӑть пӗрне те пулин хӑй майлӑ ҫавӑрас тесе, — Роберт ҫакӑнта ҫакланнӑшӑн пӗрре те ӳпкелешмест! — Лётчик-и? — тулли кӑмӑлпа ыйтрӗ Мировольский, кресло хыҫнелле тайӑнса, ҫав хушӑрах «Старший лейтенант А. П. Мересьевӑн «личнӑй ӗҫӗн» кӗтесси ҫине резолюци ҫырса хума хатӗрленсе. Ҫапла ҫав, хохол шӑхличине ҫӗнтерме Вена инструментне ҫӑмӑлах пулмарӗ. Шухӑшпала кӑмӑл, тӗшмӗшсемпе догматсен йывӑр, тӑвӑр хуппине хӑнӑхса ҫитнӗ, хӑйсене ҫунатсӑр тӑратса хӑварса, пӑсса пӗтернӗ пулин те, ҫавах лайӑх пурӑнаҫҫӗ. Пӑх-ха, ман ҫийӗмре мӗнле шинель! Эпӗ сулӑ ҫине куҫнӑ чух тӳпе хура пӗлӗтсемпе хупланнӑччӗ, халӗ вӑл каллех тасалнӑ. Ҫӗрле вӑл пӗтӗмпех халран кайса ҫитрӗ. Вӗсем чей ӗҫме ларчӗҫ. Пурне те вырнаҫса ларма вырӑн та ҫитмест. Мӗнлерех телей вӑл — ҫак пурнӑҫ паракан ҫутӑ! Монтанеллин тутисем шуралса кайрӗҫ, вӑл тепӗр еннелле пӑрӑнчӗ те шӑнкрав илсе шӑнкӑртаттарчӗ. Вӑл хӑйне пулӑшма чӗнсе кӑшкӑрма хӑтланкаласа пӑхрӗ, анчах ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ. Манӑн укҫа самаяхчӗ те, эпӗ ӑна вунӑ цент кӑларса тыттартӑм, тульккӑш вӗсене апат-ҫимӗҫ туянма ҫеҫ салат терӗм, мана та кӑшт ҫимелли пар терӗм, мӗншӗн тесен эпӗ те ӗнертенпе нимӗн те ҫимен. «Чӑнкӑ ҫыранпа анатӑн та, ҫырма кукӑрӗ урлӑ каҫатӑн, ҫавӑнта, тип хӑмӑш патӗнче». Минутсем шутсӑрах вӑраххӑн шурӗҫ: арҫын ачасем ҫаплах мачча ҫинче выртрӗҫ, вӗсене вӑхӑт петсех ларнӑ пек, ӗмӗрлӗх те кӑвакарса шуралса каймах ӗлкӗрнӗ пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнпа вӗсем, хӗвел анса ларнине курсан, хытӑ хӗпӗртерӗҫ. Анчах кам пӗлет, тен, эпӗ те хӑҫан та пулин хама хам итальянка теме пултарнине кӑтартса парӑп… Малтанхи пекех Лось паян та ҫыран хӗррине тухрӗ. Эсир ӑна курма, хыпаласа пӑхма пултаратӑр. Ҫӗрле чаксан та аван пулӗччӗ, анчах ҫынсем пит ывӑнса ҫитнӗ. Ӑна, яланхи пек, пухӑва мар, урамалла, уҫӑ сывлӑшалла ҫеҫ туртрӗ. — Ӑҫтан вӑл сан? Анчах художник: «тен, мӗн те пулин тупӑнать», тесе шырама пикенчӗ. Апла пулсан, хуҫисем ӑҫта та пулин кил таврашӗнчех пулма кирлӗ. Владимир Николаевич хӑйӗн кашни ҫырӑвӗнчех ӑна хӑйӗн арӑмӗ пулма ӳкӗтленӗ, вӑл ӑна вӑрттӑн венчете тӑма, венчет хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт пытанса пурӑнма, кайран вара ашшӗ-амӑшне ӳксе пуҫҫапма сӗннӗ; ун шучӗпе, ҫапла тунӑ хыҫҫӑн, ашшӗ-амӑшӗсен чӗрисем, юратакансем хӑйсен ӗҫне нимӗн пӑркаланмасӑр паттӑрӑн туса пынине кура тата вӗсен телейсӗрлӗхне кура, ҫемҫелмелле пек туйӑннӑ, «Ачамсем! Килӗр ӗнтӗ, эпӗр сире ыталаса пиллер», — тесе калас пек туйӑннӑ. Куҫҫуль юхтаракан Елена лав ҫине ларчӗ те ӗнтӗ: Инсаров унӑн урисене кавирпе тирпейлӗн чӗркерӗ; «Дункан» экспедицийӗ ӑнӑҫлӑ пулассине вӑл малтанах пӗлнӗ пек шантарса тӑни пӗрмаях хуйхӑллӑ ҫӳрекен Мэрин тутисене те йӑл култарчӗ. — Чӑнласах калатӑп, — тесе пӗтерчӗ вӑл. Вӑл саккӑра кайнӑччӗ. Вӑл хӑйӗн йыттине мӗншӗн тӑрантарманнин сӑлтавне курах, ӑна хӑйне те тарпа йӗтре паман. Ляхсем пурте пӑтрашӑнса кайса аптӑраса ӳкрӗҫ, козаксем вара хавасланса кайрӗҫ. Унтан пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр пычӗ те, хуллен кӑна хушса хучӗ: — Эп пӗтӗмпех ӑнлантӑм. Пӗлетӗн-и, мана темскер, ҫӑмӑлскер кирлӗ, чун ирӗклӗ пултӑр… Кушак аҫи тустарать пулсан, вӑл вӑрӑ-хурах, тӗрлӗ кайӑксене тӗп тӑвакан пулсан — ӑна пит хытӑ айӑпламалла, калаҫу ҫавӑ ҫеҫ кунта! Кольхаун курать: чӗлпӗрӗ туратсенчен ҫакланса ларнӑ та лаша вӗҫерӗнме хӑтланать-мӗн. Тихон та, хулӑн сасӑпа кулса, ассӑн сывласа ярать: — Эх, эсир те ҫав, вӗреннӗ ҫынсем, пиҫсе ҫитменскерсем! — Ҫук, ҫук! Тэчер судьян ҫемйи ӗнер каҫхине каялла хулана килнӗ. Пӗтӗм вут ҫулӑмӗнчен сирӗлнӗ пек сирӗлсе каяҫҫӗ… Каҫ хӑрушӑ килчӗ. Пӗрмай ҫумӑр ҫуса тӑчӗ. Пӗрре те уяр кун пулассӑн туйӑнмасть. Жандарма айӑпланӑ пулсан, эпӗ хама сиен кӳнӗ пулӑттӑм. Уйӑх тӗттӗмленессине маларах пӗлтерме вӗренсе, вӗсем хӑйсен пӗлӗвӗпе тӗн вӗрентӗвӗсенче усӑ курнӑ, Уйӑх тӗтӗмленессе пире турӑсем хӑйсемех пӗлтереҫҫӗ, тесе халӑха суйса пурӑннӑ. — Ӑна тупӑкра курсан ҫеҫ эпӗ ӑнлана пуҫларӑм. — Вӑл каллех ӗсӗклесе илчӗ, анчах ҫавӑнтах васкаса малалла каларӗ. Кирек мӗнле пулсан та сирӗн халь ӑҫта та пулин пытанас пулать. Унтан эпӗ каната туртса кӑларса кашни карапӑн сӑмсинчен ҫеклӗпе ҫаклатрӑм, кантрисене пурне те пӗрле пуҫтарса тӗвӗлесе ҫыхрӑм. Фома капитан ҫӳлӗкӗ ҫинче кунӗ-кунӗпе ашшӗпе пӗрле ирттернӗ. — Нимӗнле йӗркелӗх те, нимӗнле дисциплина та ҫук». Колхозник пулнӑ ҫакнашкал ҫынсемпе Давыдов нимӗн чухлӗ те шеллесе тӑмасӑрах уйрӑлчӗ, анчах Демид Молчун колхозран тухма заявлени пани ӑна тӗлӗнтерчӗ. Ӑна крыльца умӗнче кӗтсе тӑракан Давыдов шикленсе ыйтнӑ: — Мӗн калаҫрӑр эсир унта, Лушӑ? Ку ҫынсем пӑшӑлтатнӑ сасӑ. — Сире хавасланма лайӑх, анчах эпӗ аса илсенех куллянма тытӑнатӑп. Арӑмӗпе пӗрле ярмаркӑна тухса каяс умӗн вӑл тепӗр хут канаш парса хӑварчӗ: — Ӗҫкӗ ту — вара ҫынсем чӗрӗлеҫҫӗ! Аристократ сӑмах (кирек мӗнле сословире пулсан та ҫавах вӑл, сословин чи ҫӳлте тӑракан сийӗ пулсан вара, ӑна пирӗн пур ҫӗрте те аристократия вырӑнне хураҫҫӗ) пӗр вӑхӑтран пуҫласа пирӗн Российӑра (кунта вӑл сӑмах пулма та кирлӗ марччӗ, пулас) пуриншӗн те паллӑ сӑмах пулса тӑчӗ, пур ҫӗре те, чапа е мухтава тухас кӑмӑл сӑрхӑнса кӗме ӗлкӗрнӗ ҫӗре (мӗнле кӑна условине сӑрхӑнса кӗмест-ши вӑл путсӗр кӑмӑл?), обществӑн пур тӗрлӗ сийӗсене те сӑрхӑнса кӗчӗ вӑл — купцасем хушшине те, чиновниксемпе писарьсем тата офицерсем хушшине те, Саратова та, Мамадиша та, Винницӑна та, ӑҫта ҫын пур, пур ҫӗре те сӑрхӑнса кӗчӗ. — Тӑшман хупӑрласа илнӗ Севастопольре, паллах, ҫын нумай, ҫавӑнпа ӗнтӗ чапа е мухтава тухас кӑмӑл та нумай, урӑхларах каласан, аристократсем те нумай кашни аристократе аристократ маррин пуҫӗ ҫинче минутсерен вилӗм ҫакӑнса тӑрать пулин те ҫавах вӑл. Вӑл ӑна ҫаннинчен туртрӗ те, вара вӗсем вӗҫӗмсӗр каялла ҫавӑрӑна-ҫавӑрӑна пӑхса иккӗшӗ те малалла утрӗҫ. — Эсӗ мӗн шухӑшлатӑн? — ҫемҫен ыйтрӗ кукка. Лешӗ ун ҫине куҫхӳрипе пӑхса илнӗ те, пӗҫҫисене чӗтреткелесе, айккинелле ҫаврӑнса тӑнӑ. Унтан:— Эпӗ — ко-окетка темен… — тесе, сӑмаха тӑсараххӑн ответленӗ. Мӗн тумалаччӗ ӗнтӗ манӑн? Эпӗ час-часах госпитальсене ҫӳре пуҫларӑм, мана икӗ хутчен касрӗҫ; юн нумай тӑкӑнчӗ, вӑй та сахалах мар пӗтрӗ, анчах мана халь те ку япала хӑҫан пӗтесси ҫинчен никам та каласа параймасть. Триумфальнӑйне ҫитсен, эпӗ ӑна хамӑр шкула кӑтартрӑм. Пӳрнипе вӑл кӑмака хыҫнелле тӗллесе кӑтартрӗ, унта урайӗнче Пушкин бюсчӗ тӑратчӗ, Ромашов ӑна пӗррехинче темлерен вак-тӗвек сутса ҫӳрекентен туяннӑччӗ. Юлашкинчен, хӑй кӗтнӗ ылттӑн патӗнче икӗ утӑмра ҫеҫ тӑрсан, вӑл пурин ҫинчен те хӑй панӑ сӑмахсем ҫинчен те, доктор асӑрхаттарни ҫинчен те манса кайрӗ. Вӑл, паллах ӗнтӗ, мула ярса илме, унтан каҫхине «Испаньолӑна» шыраса тупма, пире пурсӑмӑра та чике-чике вӗлерме, юлашкинчен океана тухса кайма ӗмӗтленнӗ. — Ӑҫта тата? Сансӑр пурӑнасси — пурнӑҫ-и вӑл маншӑн? Пытармалли йӑласем. Француз офицер ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, куланҫи пулса, вӑл пуҫне сӗлтрӗ. Пурин те чӗрисем хускалнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ вӗсем ҫурҫӗр ҫитеспе тин канма выртнӑ. — Асту! Виҫе тупӑнмарӗ. — Унпа пӗрле килнипе вара мӗн пулать? — Мӗн пирки ӗҫ чарӑнса тӑчӗ вара? «Нивушлӗ Белецкий хӑйне Марьянӑпа та ҫаплах тыткалӗ-ши? Юратнӑран йӗрсе-ӗсӗклесе — чун ҫутӑн кӑвак-хӗрлӗ юпи еннелле вӗҫет, вӗҫет, вӗҫет… Эпӗ ирӗксӗрех кулса илтӗм: ҫак самантчен мана ҫав хӗре Маша тесе чӗнме пуласси ман пуҫа та кӗмен. Вӑл ҫурта ҫутрӗ, ӑна ача куҫӗ патнерех ҫывхартса е аяккарах тытса, ача куҫне тимлӗн сӑнаса пӑхрӗ-пӑхрӗ те именчӗклӗн:— Ним тума та ҫук, сударыня, эсир йӑнӑшман… Халӗ, пичче, сирӗн малалли плансем мӗнле? Алексей, Комиссарӑн иксӗлми хаваслӑхӗ ӑҫтан тухса тӑнине ӑнланма тӑрӑшса, ӑна кунӗ-кунӗпе сӑнарӗ. Ӗлӗкрех тирпейлӗ те урӑ ҫын пулнӑскер, халь ӗнтӗ Крэнкбиль хӑйӗнчен хӑй тӗлӗннӗ. — Пирӗн йӗкӗтсем каплах пултарайман пулӗччӗҫ, — терӗ старик. — Лайӑх. Мӗн иртенпех кунта пӗр ҫын та кӗрсе тухманччӗ-ха… Панков хӑйӗн тарҫипе, Кукушкинпа, нихҫан та хаяррӑн калаҫманни, ҫав ӗмӗтленекен ҫын шухӑшласа кӑларнисене тимлӗнех итлени мана пит те кӑмӑла каять. Кайӑр! — Апла пулсан, эп ӑна пӑртак ответ тыттартӑм ак… Берездова Корчагин кӑнтӑрла тӗлнелле вӗҫтерсе ҫитрӗ. Мӗскер тӑвас-ха?» — Хӑш вӑхӑтра — ирхине е каҫхине? — Ӑна эп шӳт туса ҫеҫ каларӑм! — йӑл кулса илнӗ старик. Севастопольри бастионсем ҫинче ӗнтӗ — темиҫе уйӑх хушши вӗри пурнӑҫ вӗресе тӑнӑ вырӑнсенче, вилсе выртнӑ герой вырӑнне тепӗр герой пырса тӑнӑ вырӑнсенче, тӑшмана хӑратса, харсӑр пулнипе ӑна тӗлӗнтерсе тӑнӑ вырӑнсенче — пӗр ҫын та курӑнмасть. Вӑрӑм зала, пытарман виле ҫине ҫӑткӑн кайӑксем пуҫтарӑннӑ пекех, тӗрлӗрен ҫи-пуҫлӑ ҫынсем килсе тулнӑ. Вӗсенчен утмӑлӑшӗ Боярка витӗр тухрӗҫ. Боярка вӑл — чи тӗрӗс шкул. Анчах ҫав минутра манӑн куҫӑм тӗлне пӗр кӗтмен япала курӑнса кайрӗ. Канма килекен ҫынсем ларса тулнӑ. Машинӑсем ҫине-ҫинех килсе тӑраҫҫӗ. Кукушкин, койка ҫинче выртаканскер, сасартӑк тӑрса ларчӗ, куҫӗсене хаяррӑн ҫутӑлтарса илчӗ те, ҫав тери шурса кайрӗ, унӑн сӑнӗ простыньрен те шурӑрах пулса тӑчӗ. Эх, эсӗ те ҫав… Сухӑ ӗҫне мӗншӗн вӑраха ятӑмӑр? — ыйтрӗ Давыдов. Пӗчӗк пӗрнере унӑн ыраш ҫӑкӑрӗ, симӗс сухан, хӑяр пур, тутӑр татӑкӗсем ӑшне тӑвар тата тӑпӑрчӑ ҫыхса хунӑ; кукаҫей ҫавӑн ҫине пурин ҫине те именнӗ пек пӑхать те, — куҫне мӑльт-мӑльт тутарать. Анчах та манӑн сире валли апат хамӑн какайран пӗҫермелле-им? Куҫсене шартарса ярса, нимӗн тума аптӑранӑ вӑрӑсем патнелле хӑвӑрттӑн ҫывхарса пыраҫҫӗ. Вӑл хӑвӑрттӑн калаҫма пуҫларӗ, хӑйӗн сасси начарланнӑҫемӗн начарланса пырать. Эпӗ ӑна эмель патӑм, вӑл ӑна пӗчӗк ача пек ӗҫрӗ. — Халиччен пӗр моряк та ман пек эмелшӗн ҫунман, — терӗ. — Часах вӑл ӑнран кайрӗ, эпӗ вара ӑна хӑйне пӗчченех вырттарса хӑвартӑм. — Ҫапла, — терӗм эпӗ, — хамӑрӑн вӑй ҫитсен. Эпӗ тарӑхрӑм та, кӳрентӗм те, мӗншӗн тесен эпир пуҫ тайнине хирӗҫ никам та ответлемерӗ, унтан тата мана Иконинпа пӗрлех пӗр ӑнланӑва — экзамен паракансен шутне кӗртеҫҫӗ пулмалла, Иконин хӗрлӗ ҫӳҫлӗ пирки ман ҫине те юратмасӑр пӑхаҫҫӗ, ахӑр. Дарте! Унтан ункӑ ҫӗнӗрен пӗчӗкленме тытӑнать. 1959 ҫулта Сатурн ункине сӑнама пит аван пулчӗ. Эпӗ Рябовӑна кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах Аркадий Павлыч, мана хӑйӗн именине кӑтартас тесе, юлма ыйтрӗ. Ҫак сарлака тӳремсӑртлӑх тропикпа чикӗлле, ҫуллахи хӑш-пӗр уйӑхсенче кӑнтӑрла тӗлӗнче хӗвел пайӑркисем ҫӗр ҫине тӳперен тӳп-тӳрӗ ӳкеҫҫӗ. Анчах эпӗ ҫапла ӑнланатӑп: центрти учрежденисенчи тӗп вырӑнсенче пурне те ӑнланакан ватӑ революционерсем лараҫҫӗ пулмалла: пире сутрӑн пулсан — эсӗ тӑшман, ҫавӑнпа сана нимӗнле каҫару та ҫук! — Ара, ара! — тесе пакӑлтатма тытӑнчӗҫ ыттисем те. Виҫӗ лаша ярӑнтарса кӑна пыраҫҫӗ. Ҫак ытарма ҫук выльӑхсем ҫыннисем ӑҫта васканине ӑнланаҫҫӗ темелле. — А-ха! — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. — Турӑ тӗп тутӑрах вӗсене! — хушса хучӗ тепри. Ҫумӑр сунӑ чухне ҫуртсем пурте чалӑш ларнӑн туйӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫумӑр хӑй вӑл яланах чалӑш. Акӑ, сӑмахран, тепри ун вырӑнӗнче туртатчӗ те туртатчӗ хӑйӗн ашшӗ-амӑшӗнчен; анчах пирӗн, акӑ, ӗненетӗр-и, ҫуралнӑранпа пӗр пус та ытлашши илмен, турӑшӑн та. — Кунта ӗнтӗ Россия! — терӗ Озеров. Ҫӗрлех шут тытнӑ вӑл: ҫапӑҫу хирне кайса пӑхас та Андрей виллине шыраса тупас, тенӗ. Йӗри-тавра пушар хыпса илнӗ, кӗрлесе юн юхать. Короле вӗлерчӗҫ. Базаров часах чӗнмерӗ. — Хам умра каялла чакман ҫын тӗл пулсан, — терӗ вӑл вӑрӑммӑн тӑсса: — вара эпӗ хам ҫинчен хам шухӑшланине те улӑштарӑп. Курайманлӑх! Акӑ, сӑмахран, эсӗ паян пирӗн староста Филипп пӳрчӗ умӗнчен иртнӗ чухне: — мӗнле аван ку пӳрт, шурӑ; кашни мужикӗнех ҫакӑн пек ҫурт пулсан ҫеҫ Россия лайӑхланса ҫитет, пирӗн пурин те ҫапла тума пулӑшмалла, терӗн… Туртса уйӑр, ну, хӑвӑртрах! Ури шуса кайнипе вӑл вулкан шӑтӑкне ӳкет пулӗ тесе шухӑшларӑм эпӗ. Час-часах пӑшал шартлатнипе вокзал чӳречисем ҫурӑла-ҫурӑла каяҫҫӗ. Говэн пулас ҫук: вӑл хӑйӗнчен тӑватӑ хут вӑйлӑ тӑшмана тапӑнма пултараймасть. «Ҫитет-и? — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Эх, Макарушка, манран пуля япӑх ҫав, тутӑхнӑ! Картишӗнче каллех хайхи пӗчӗк ача ҫеҫ тӑрса юлчӗ. Ку Левко иккенне калама кирлӗ те мар пулӗ. Суд ларӑвӗ уҫӑлман-ха. Сӗтел хушшинче ларакан судьясем умӗнче вестовой тӑрать, — башньӑна кӗнӗ ҫӗрте кӑкарнӑ лаша ӑна кӗтсе урисемпе ҫӗр чавса тӑрать. Ӑна аслӑ конторщике куҫарнипе мана мӗн ӗҫ пур? Ҫак вырӑна индеецсен йӑхӗ юлашки хут килнӗ чухне тӗлӗнмелле сунар ӗҫне сӑнама Синопа ҫамрӑк пулнӑ. Ҫавӑнпа та унӑн халӗ бизонсене епле илӗртсе килсе тытнине питӗ курас килнӗ. — Пӗлместӗп, анчах халь ӗнтӗ тытӑҫсах ҫапӑҫма пуҫларӗҫ, пӑшал сассисем шӑпланчӗҫ ав. — Мӗн каласшӑн эсӗ, Павел? Сквайрпа Грэй каллех вӗҫрен персе ячӗҫ. Виҫҫӗшӗ персе анчӗҫ — пӗри шал енне, иккӗшӗ тул енне. Сана кам капла тӗрлесе ячӗ? Больницӑсем, шкулсем, учрежденисем, хулари темиҫе ҫӗр пин ҫын шӑртлама сивӗ аллине кӗрсе ӳкеҫҫӗ, вокзалсенче — этем кӑткӑ йӑвийӗ, поезд эрнере пӗрре кӑна ҫӳрет. Хӗвел — хӗрсе тӑракан япала, вӑл пӑспа газсенчен тӑрать. Гимнастёрка ҫухине йӳле янӑ, хӗрлӗрех ҫӳҫӗ арпашӑнса пӗтнӗ. Эпӗ ку мӗн иккенне те пӗлместӗп… Ҫутӑлсанах чӑнкӑ ҫыран тӑррине улӑхрӗ, ҫыранӗ тӗрлӗ мӗлке пек курӑнакан шултра чулсемпе шӑртланса ҫӑл куҫ тӗлӗнче ҫакӑнса тӑнӑ пек курӑнать. Тухтӑрӗ хӑй те арӑмне курасшӑн тем пек тулсӑхласа ҫитрӗ пуль, — терӗ Гинка. — Полици — ҫук. Килхушшине кӗмелли кӗҫӗн алӑк умӗнче Яков Лукич, алтупанне сулахай аякки ҫумне чӑмӑртаса тытрӗ те, салхуллӑн пӑшӑлтатса каларӗ: — Турӑҫӑм… Хӳшше кӗнӗ ҫӗрте Олейник курӑнса кайрӗ. — Ҫук, вӑл та калаҫрӗ… анчах — мӗне кирлӗ? Губернатор ырлавлӑн ӗнӗрлесе илнӗ. Вимерра патӗнче Айртон хӑйӗн шайккипе ҫыхӑнчӗ, вӑл, Блэк-Пойнт тимӗрҫӗ тесе, пирӗн пата хӑйӗн тусне илсе килчӗ. Пӗр икӗ эрне иртсен вара кӗтӳҫӗсенчен кам та пулсан лашана ҫавӑтса килӗ. Ман шутпа, кунсӑрах пурте йӗркеллӗ вӗҫленчӗ. Жухрай килте ҫывӑрман, ӑна тупаймарӗҫ. Ку тикана пурте паллаҫҫӗ иккен. — Ман! — кӑшкӑрчӗ те Озеров, пурин ҫине те пӑхса, яланхи пекех хыттӑн, сӑмаха татса калама пуҫларӗ: — Кам та кам ҫав ухмахла сӑмаха калать, хӑйӗн пуҫне ҫиет. Пашка ырӑ ӗҫ тума шутланӑ мӗскӗн шуйттан пулатчӗ, эпӗ ыттисене пурне те пулаттӑм: арҫынӗ те, хӗрарӑмӗ те, япаласем те, ырӑ, сывлӑш та тата ырӑ тума хӑтланнисенчен ним те тухман хыҫҫӑн китай шуйттанӗ шутсӑрах хурланса, канса ларнӑ чул та пулаттӑм. — Ах, тусӑм, сан кита сывӑхран курас килет-и? Салтака та ун пек пӑхма тивӗҫлӗ мар. Ни пуҫламӑшӗ, ни вӗҫӗ, ни пурнӑҫ тӗсӗ ҫук хӑйӗн. — Вӑран, Гарри, вӑран! — тенӗ Кольхаун, ҫывӑракана хулпуҫҫисенчен хыттӑн силлесе. Губком ӗнер Ритӑна уездри конференцисенчен пӗрне хӑйӗн представителӗ туса яма йышӑнчӗ. Унпа пӗрле ӑна пулӑшмашкӑн Корчагина каймалла турӗҫ. Вӗсен паян мӗнле пулсан та, поезд ҫине лармалла, анчах ку ҫӑмӑл ӗҫех мар. Ача чухне кашни ҫӗнӗ япала ҫинчен уйрӑмах уҫҫӑн пӗлнӗ хыҫҫӑн илтӗнен савӑнӑҫлӑ кулли халь ӗнтӗ сайрарах та сайрарах илтӗннӗ. — Ҫапла, Боллӑна панӑ… Кухняран Яков Иваныч, тарласа тата вӗриленсе кайнӑскер тухатчӗ; ҫара пуҫ шӑммине хыҫкаласа тӑратчӗ те, аллипе сулса ҫухалатчӗ, е инҫетрен калатчӗ: — Стерлядь вилнӗ… — тетчӗ. Хӗрлӗх чулӗ ку — сивӗ те тасаскер. — Э! — пуҫӗпе сулса илчӗ хохол. Монтанелли унӑн аллине майӗпен сирсе ячӗ. — Мӗнле-ха эсӗ пӑрахут ҫинче ҫав териех ир апатланма пултарнӑ? Лешӗ ыйтӑва тавӑрса калас вырӑнне:— Эсир Корчагин пиччӗшӗ Артём-и? — тесе ыйтрӗ. Пӑван каласа панисенче пуринче те уншӑн ытлашши мухтанни пулнӑ пек туйӑнчӗ. Калама ҫук хытӑ ыратнине тӗлӗнмелле ҫирӗплӗхпе тӳсме пултаракан ҫынна ҫав тери хисеплерӗ пулсан та, Пӑван Мартини кӑмӑлне пӗртте кайман. Ӑна вӑл хӑйне хӑй тыткалани те, унӑн мӗнпур йӑлисем те кӑмӑла кайман. Эпӗ ытлашши ҫенчешке кӑмӑллӑ ҫын мар та, ӑна леш тӗнчене янӑшӑн хамшӑн ҫав тери усал тунине туймастӑп. Анчах ман шутпа вӑл пирӗн карапа сахал илемлетет. Сан шутупа мӗнле? ыйтрӗ вӑл. Кунта кашни ачан ӗмӗр вилмелле мар ҫуралас шанчӑк пур! Вӑл хӑрушӑ сунар мӗнле пынине пысӑк тимлӗхпе сӑнаса тӑчӗ, анчах пӗр сӑмах та хушмарӗ, пӗр хускану та тумарӗ. Куҫӗсем кӑвак. — Ку Грассинисем, арӑмӗпе упӑшки иккӗшӗ те, кирек мӗнле апата та ҫиекен выльӑхсем пекех! — терӗ Мартини Джеммӑна, пӗр вырсарникун уяр та сулхӑнтарах ир Синьория ятлӑ площадьпе иртсе пынӑ чухне, — Кардинал кӳмине епле пуҫ тайса илчӗ вӑл — куртӑр-и? — Ҫук, калаҫмаҫҫӗ. Кимме ҫуначӗ еннелле ҫавӑрчӗ те — сывлӑша чӑнкӑ ӳкӗмпе ҫурса ҫурт крыльци ҫине анса ларчӗ. Маншӑн пулсан, ку пушшех те лайӑхрах! — лӑпкӑн каласа хунӑ Медынская. Корчагин комитет пушанса юласран шикленет. Тата мӗнле нуша курӗҫ? Трибуна ҫинчен ансан, ҫамрӑксем ӑна кӑмӑллӑн кӑшкӑрса ӑсатса ячӗҫ. Тӗттӗмленсе ҫитрӗ ӗнтӗ; хупахҫӑ ӑна часах куҫран ҫухатрӗ. Вӑл кулак йыт аҫи, Макар ӑнлантарса панӑ пек, манӑн класс тӑшманӗ пулсан, вара манӑн мӗн тумалла-ха? Вӑл кӑшт хытӑрах хускалсанах, ун ҫийӗнчи ҫӗтӗк-ҫатӑксем силленкелесе илеҫҫӗ. Ертсе пырас кӑмӑлӗ унӑн пӗртте ҫук. Оркестр дирижерӗ пулас пулсан, вӑл, музыкантсене ертсе пырас вырӑнне, пӗр инструмент патӗнчен тепӗр инструмент патне чупкаласа, кашни инструменчӗпех черетпе вылянӑ пулӗччӗ. Ҫак вӑхӑтра ватӑрах кӑна сестра тепӗр ҫамрӑкрах сестра патне чирлисен ячӗсене ҫыраканни патне пычӗ, ҫамрӑкки ыйтсан, ватӑраххи:— Ӑҫтан ҫын пултӑр! — Туршӑн та, ахаль те пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, тата эсир хӑвӑрӑн щикатулкӑрсемпе минрететӗр, — хушса хучӗ вӑл, картусне хӑпартнӑ май хӗвелпе пиҫӗхнӗ ҫамки ҫинчи шултра тар тумламӗсене шӑлса. Хведор Кандыба, эсӗ кунта-и? — кӑшкӑрчӗ вӑл юлашкинчен, суккӑрсен еннелле ҫаврӑнса. Пурте аван, пурте киревсӗр. — Мӗне курса ҫапла урса кайсах тулашатӑн-ха эсӗ?» — тесе ыйтрӑм. Ку вӑл — илем валли кирлӗ темлерех япала, кукша пуҫ ҫине парик тӑхӑннӑ пек, е — асӑрханма кирлӗ япала, жулике суя сухал кирлӗ пулнӑ пек. Ара эпир хамӑр улшуҫ-сутӑҫсем мар вӗт, вӗсем патӗнче ӗҫленӗ кӑна. Анна уншӑн хаклӑ пулсан…» Павел Аннӑшӑн кӳренсе кайрӗ. — Ку мӗн тата? — ыйтрӗ комисси членӗсенчен пӗри, лапсӑркка ҫӳҫлӗ, хырӑнман ача, пурте ӑна Шура тесе чӗнеҫҫӗ. — Мана улталаймӑн. Эпир хамӑр та пӗлетпӗр, — касса татрӗ вӑл кӗскен, аллипе сулса. Бурназян, пӗр сӑмах каламасӑрах, юлташӗсене ҫав чупакан ҫын ҫине кӑтартрӗ. Вӗсем ӑна тӗмӗсем хыҫӗнчен сӑнама тытӑнчӗҫ. Фома, хӑйне хӑй те туймасӑрах, сулӑ пӗрени ҫине кӑкӑрӗпе тӑсӑлса ӳксе, пуҫне шыв ҫийӗнчех тытса, аллисемпе малалла кармашӑннӑ. Ытах та, хӑй тӗллӗнех тытса тунӑ ӗҫӗнче ӑнӑҫлӑх курсан, ку тӗлӗшпе ашшӗ ырласа кулнине тивӗҫлӗ пулсан, вара вӑл хӑйне телейлӗн, мӑнаҫлӑн туйнӑ… Кивӗ гасиендӑра эсир ултӑ вӗт ачан уҫӑ сассисене илтӗр. — Унтан сассине хаяррӑн ҫӗклерӗ: — Эмексиз-Пехливан кам иккенне пӗлетӗн-и эс? Ҫурхи пысӑк нӑрӑсем пек кӗрлекен моторсен сассине час-часах коленкор ҫурӑлнӑ пек илтӗнекен пулемёт сасси хупласа хурать: «трр, трр, трр!» — Вася ятли ҫамрӑк-ха, вӑл тӑхтама та пултарать. Лайӑхрах пӑхӑрсамӑр ун ҫине: тӳперен уйӑх пӑхать; вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫӳл тӳпе, ахаль те анлӑскер, пушшех анлӑланса кайнӑ пек. Хӑш чух ҫӗрлесенче эпӗ, тен, кулкалӑттӑм та, анчах эсӗ пурпӗрех асӑрхаймӑн, кураймӑн… Тӗлӗкре те ан тӗлленнӗ пултӑр ун ҫинчен. Йытӑ ку ҫырана пӗлнӗ пек, ӑна курни унра темле хурлӑхлӑ асаилӳ вӑратнӑ пек туйӑнчӗ. Тӑваткал площадь пуш-пушах; ун варринче йывӑҫ сӗтелсем те юлнӑ-ха, вӗсем кунта пӗр эрне каялла кӑна апат-ҫимӗҫ пасарӗ пулнине кӑтартса параҫҫӗ. Шатра сӑмсаллӑ голландски хур аҫисем пулаҫҫӗ-и? — Шуйттан ҫисе кайтӑр, сэр! — кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Ирхине вӑрансан, вӑл койка ҫине тӑрса ларса аллисене ҫӳлелле ҫӗкленӗ, айӑккалла тӑснӑ, пӗшкӗннӗ, тӳрленнӗ, пуҫне ҫавӑркаланӑ — гимнастика тунӑ. — Тӗрӗс, пуҫӗ вӗри… Ахӑртнех, эсӗ шӑннӑ пуль ҫӗрле е мӗн те пулин ҫинӗ пуль… Турӑран пулӑшу ыйт эс. Анчах вӗсен ҫиесси килмерӗ — пуҫӗсем тӑхлан тултарнӑ пек йывӑрланнӑ; старик хӑйне хӗрӗнчен те йывӑртарах туять. Унӑн пуҫӗ йывӑр, ҫӗр ҫывӑрманнипе хӗрелнӗ куҫӗ типӗ. Калаҫупа йӑпаннӑ май вӗсем хӑйсен лашисем утса пынине сисмен те; ҫав хушӑрах вӑхӑта ахаль ҫухатса пымашкӑн юрамасть: хыҫра юлнисене те асра тытмалла. Ҫулҫӳревҫӗсем лашисене татах юртӑпа ячӗҫ. Анчах ак эпӗ вӑрҫӑ пуҫланнӑ тӗле ҫитрӗм те калама чарӑнтӑм, мӗншӗн тесен мӗн курса иртнин вӗҫӗ-хӗррисӗр панорами яриех уҫӑлчӗ те ман куҫ умне, ун айӗнче хама пӗтем пурнӑҫа сӑхлантаракан шухӑш йӑлтӑртатнине куртӑм эпӗ. — Чечексене ӑҫтан тупрӑр эсир? — ыйтрӗ Половцев. Эпӗ ҫапла турӑм та. — Ну, калӑпӑр, сан упӑшку хуларан пулать? — кӑшт кулкаласа ыйтрӑм эпӗ. Эсӗ вӑрланӑ! — тесе кӑшкӑртӑм. Вӑл каллех ман ҫине хӑвӑрт кӑна пӑхса илчӗ те, унӑн шывланнӑ ватӑ куҫӗнче темӗн вӗлтлетнӗ пек пулчӗ — хӑраниччӗ-ши, шанманниччӗ-ши? Пӗлеймерӗм. Ӑнланатӑр-и, манӑн вӗҫес, ҫапӑҫас килет! Хам ҫуралса ӳснӗ тӗнчен шухӑш-кӑмӑлӗсемпе йӑли-мехелӗсенчен эпӗ хӑтӑлсах ҫитменччӗ-ха ун чухне. Вӗсене луччӗ, тӳлевне тӳлесе татиччен, ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра усрамалла. Уншӑн кунта пурте ҫывӑх та хаклӑ: ҫутӑ-кӑвак чӳрече хуппиллӗ пӳрт те, кӑвакарчӑнсем вӗҫсе ҫӳрекен аслӑ килкартишӗ те ҫутӑлса ларакан шурӑ хурӑнсем те, пӳрт умӗнчи шурӑхсарах кайнӑ астра чечекӗсем те… Виҫҫӗмӗш ротӑри боецсем хир тӑрӑх каялла, оборона линийӗ патнелле сапаланса чупаҫҫӗ иккен. Вӑл хыттӑн калама пуҫларӗ: — «Францин пӗр-пӗтӗм те пайланман республики…» Ҫакӑ вара пурӗ те пӗринчен ҫех килет: чылайӑшӗн юратура, хӗрарӑма ҫавӑрса илессинче, ӑнланатӑр-и, йӑлт ҫавӑрса илессинче, — темле выльӑхла тӳрккеслӗх, мӗскерле-тӗр эгоистлӑх, хӑйшӗн ҫех тӑрӑнни, хӑйне ҫеҫ тивӗҫекен чи-чи хаклӑ лачакалӑх, аскӑнла аташупа путсӗрлӗх пытарӑнса тӑрать — шуйттан! — эпӗ ӑна калама та пӗлместӗп. Вӑл сӑмахсене аялтан чӗрсех паллӑ тунӑ пулнӑ. Алексей койка ҫине тӑрса ларчӗ те, пит кирлӗ документа ҫухатнӑ ҫын аллисемпе кӗсйисене хыпашланӑ пек, урисем пулнӑ вырӑна хыпашласа илчӗ. Э, шутлатӑп, ку ухмахла шӳтлени пулать. Ҫапӑҫусемпе тӑватӑ ҫӗршыв витӗр тухса та хӑйпе пӗрле пурнӑҫа юрӑхлӑ нимӗнле япала та илсе кайманнишӗн вӑл кулянать. Тен эсӗ мӗн тума та пулин кирлӗ пулӑн… Ромашов чунӗнче вара, лӑпкӑ, шухӑшлӑ салхулӑхпа пӗрлех, ӑнланма ҫук тӗтреленчӗк асаилӳсемпе нихӑҫан пулман телее тата иртсе кайнӑ ҫуркуннесене, пушшех те хитререхскерсене, шеллес, хӗрхенес килнисем ҫурала-ҫурала тӑчӗҫ, чӗринче — таҫта амаланакан юратӑвӑн уҫӑмсӑр та пылак сисӗмӗ йӑшӑлтатрӗ… Викторушка шӑнкӑртаттарчӗ те, ирӗксӗртен хывӑнса ҫиленсе каларӗ: — А эпӗ вӑрҫӑ тухнӑ пулӗ тенӗччӗ! Маншӑн ку пач та чӑрмав мар. Пӗчекҫеҫ ача ҫырать вӗт-ха, тупата! Николай Артемьевич ӑна; хӑвӑн хӗрӳ сан куҫу умне ан курӑннӑ пултӑр, тесе хушрӗ; хӑй кил хуҫи пулнине, ҫемьен пуҫлӑхӗ пулнине пӗтӗм вӑйӗпе кӑтартса пама тӗл килсе тухнӑшӑн хӗпӗртенӗ пек те пулчӗ; вӑл ҫынсене яланах: «эпӗ кам пулнине сире кӑтартӑп-ха, эпӗ хама пӗлтерӗп, тӑхтӑр!» тесе кӑшкӑрашрӗ, шавларӗ. Эпӗ сана вӗрентетӗп. Пилӗк шыв чӑххине шуйхатса ятӑм; эсӗ тытма пултаратӑн вӗсене, Аркадий. Римри Юпитер мӑчавӑрӗсем шӗвӗр пӳрнисене тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ ӑна. Панулмийӗсем питӗ лайӑх пулнӑччӗ, улмуҫҫи турачӗсем ҫимӗҫсем йывӑрӑшӗпе ҫӗре ҫитиех авӑнса аннӑччӗ. — Мересьев Алексей Петрович? Хускалмасӑр тӑнлатӑп. Ват ҫынна итлес тетӗр пулсан, наказной атамана Тарас Бульбӑсӑр пуҫне урӑх никама та лартма кирлӗ мар. Астӑватӑн-и эсӗ ӑна? Ман вӗренекен. Вӑл та итлетӗр — ҫапах мӗн те пулсан калатех! Авӑ «Новое время» хаҫатӑн приложенийӗсенче пит те интереслӗ япала «Святой Антоние астарса хӑтланни» пичетлеҫҫӗ, эсир ҫавна вуласа тухӑр! — Спэнглер, вӗлерекенӗ кам-ши, ҫавӑн ҫинчен эсӗ мӗн шухӑшлатӑн? Вӑл Паганеле вӑратма кайрӗ. Ҫак хурҫӑпа тимӗр ӗрнешки пӗр кӗмсӗртетмесӗр-тумасӑр, меллӗн тапранса каять те ерипен-ерипен хӑвӑртлӑхне ӳстерме тытӑнать. Лавҫӑна вӑрҫӑ ҫинчен хӑйне уйрӑм каласа пама пулса, килне вӑл питӗ каҫа юлса ҫитрӗ. — А леш танкист тата… мӗн ятлӑччӗ-ха ҫав? Бурлаксем пурте таврӑннӑтӑван килӗсене,кунта пире лайӑх,кунта пире ырӑ,юрӑ кӗвӗлеме… Ку кварталти урамсем питӗ ансӑр, килхушшисенче вара автомобиль тӑратма та вырӑн ҫук. Хӑй гитара пит ӑста каланӑ, чуна пырса тивмелле юрланӑ: — Снилось мне утро лазурное, чистое… — Мӗне пӗлтерет ку: уйрӑммӑнах сирӗн, тени, — мӗнрен эсир эпӗ шӳт тӑватӑп тесе шутлатӑр? Ун хӗрринче, хӑйӑр илнӗ шӑтӑксем патне анакан чӑнкӑ сӑрт ҫинче, Павел тӑрать те Андрей сассипе ерипен те янӑравлӑн юрлать пек:Вставай, подымайся, рабочий народ… Алӑк кӗмсӗртетрӗ те, пӳлӗме Гайнан сиксе кӗрсе тӑчӗ. Иртсе пыракан кашни арҫын ачанах чара-чара тӑратса вӑл хӑйӗн пуянлӑхӗпе тӗрлӗ тӗслӗ билетсем улӑштарма сӗнчӗ. Ҫавӑн пек пӗр вунӑ е вунпилӗк минут иртрӗ. Ехун ҫав паха металл чылай пулсан, — терӗм эпӗ ӑна, — унпа вӑл хӑй мӗн шутланӑ ҫавна: капӑр тумсем, чаплӑ ҫуртсем, пуян хуҫалӑхсем, илемлӗ сӗтел-пукансем, чи хаклӑ апат-ҫимӗҫсемпе эрехсем илме пултарать. Юр кӗрчӗсем айӗнчен икӗ рет ҫунӑк кӑмака мӑрьисем курӑнаҫҫӗ. Вӑл та ташлама пӗлмест, хӑйӗн тем пысӑкӑш ӳт-пӗвне хуллен чӳхентерсе ӑна ним сассӑр пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна сиктерсе ҫӳрет. Кӑшт калаҫкаласан, вӗсем иккӗшӗ те чӳрече умне ларчӗҫ. Часах вӗсем патне ҫӗнӗ бешмет тӑхӑннӑ Ерошка мучи пычӗ те ҫавӑнта ҫывӑхах урайне вырнаҫса ларчӗ. Академине кӗнӗ маях вӑл ача-пӑча издательствинче хӑйне валли ӗҫ тупрӗ. Савельичпа тавлашма ҫуккине пӗлсе, эпӗ ӑна ҫула кайма хатӗрленме ирӗк патӑм. Алтарь еннелле туп-тӳррӗн йывӑр карӑпа ӑста хупланӑ пысӑках мар тӑваткӑл шӑтӑк тухнӑ, ун витӗр, хӑв пуррине никама систермесӗр, чиркӳре мӗн пулса иртнине, вакки-тӗвекки таранчченех, сӑнаса тӑма меллӗ пулнӑ. — Сигнал тӑрӑх пеме кирлӗ, — терӗ майор малалла. Анчах ҫак ҫӗнӗ системӑн чӑн шухӑшӗ чиркӳсен аслӑ пуҫлӑхӗ патне ҫитсен, вӗсем Коперник вӗрентӗвне хирӗҫ хаяррӑн хускалнӑ: Коперник вӗрентӗвӗ христиан тӗнне тӗпренех хавшатнӑ-ҫке-ха. Библи вӗрентнӗ тӑрӑх, Ҫӗр вӑл ҫут тӗнче варри, этем — Ҫӗр хуҫи: Хӗвеле, Уйӑха, ҫӑлтӑрсене этем валли турӑ тунӑ, тесе вӗрентнӗ… Независимость форчӗ патнелле малалла каяс терӗ, кунти вырӑнсем мӗншӗн пушанса юлнине ҫавӑнта ҫеҫ тӗплӗн пӗлме пуласси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ту енчен вӑйлӑ ҫил кашласа вӗрет, катаран илтӗнекен аслати сассипе ҫулҫӑ шавласа тӑни пӗрле хутшӑнса чуна сивӗтет. Петька тӗксӗмленсе кайрӗ. Пӑван сасартӑк ҫилленме чарӑнчӗ. Чӑнах та, хӑйне Марья Васильевна хирӗҫленине манман-ха вӑл. Сана мӗн? Ерошка мучи пурнӑҫра мӗскер илӗртет, ҫавӑн хыҫҫӑн кайнӑ, анчах хӑй вӑл кун ҫинчен яланах урӑхла шухӑшланӑ, ку илӗртнинчен мар, усӑллипе усӑллӑ марринчен килет, тенӗ. Тепӗр кун, кӑнтӑрлахи кӗлӗрен таврӑннӑ чухне, вӑл Иван Игнатьич тупӑ кӗпҫи ӑшӗнчен ачасем чиксе тултарнӑ тутӑр татӑкӗсене, чул катӑкӗсене, турпассене, тӗрлӗ ҫӳп-ҫапсене кӑларнине курнӑ. Пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илмессерен, кашнинчех вӗсен куласси килчӗ. — Пурпӗрех, — терӗ Андрей, ҫаплах ҫине тӑрса. Ҫулӑм вӗрен тӑрӑх шуса тимӗр алӑк айӗнчен иртрӗ те кӗпер ҫинчи замок патне ҫитрӗ. — Тытӑр ӑна! — хӗремесленсе кӑшкӑрчӗ пристав. Буабертло ун ҫине пӳрнипе тӑсса кӑтартса ла-Вьевиля хӑлхинчен пӑшӑлтатрӗ: — Вандейшӑн тинех ҫулпуҫ тупӑнчӗ! Хӑҫан та пулин пӗр уйӑхшӑн малтан шалу парас пулсассӑн, тур ҫырлахтӑрах, ҫакӑнса вилӗ. Турра мухтав, пӗтӗмпех йӗркеллӗ-ҫке! — терӗ Викентий. — Ҫук, — терӗ Том. Сасартӑк старик ҫапла калать: — Эпӗ сана ҫыру патӑм-и ҫак е ҫук-и? Вӑл выльӑх хупмалли карта, карти патӗнче — вӗрлӗксем. Анчах Лозневоя часах чип-чипер, лӑпкӑ тӑн кӗчӗ. Иртнӗ хутӗнче кӗрсен, эсир килте ҫукчӗ, эпӗ вӗҫӗмсӗрех ун ҫине пӑхса йӑпантӑм… — А-а-а! — кӑшкӑрса илчӗ шӑлнӗ, — вӑт тӗлӗнмелле! — терӗ те пиччӗшне чуптума тытӑнчӗ. Половцев ун патне пычӗ, йывӑр аллисене ун хулпуҫҫи ҫине хучӗ. — Антар трап, хура шуйттан! — мӗкӗрчӗ Челкаш. Ҫав тери ӳкӗнӳллӗ самантра тухса кайнӑ сӑмахсене аса илтерсе вӑл ӑна пӗрре те пӑшӑрхантарасшӑн мар. Ыра кӑмӑллӑ ҫын курӑнать. — Ҫапла, тата француз романӗсемпе хӗрарӑм тумӗсем ҫинчен, — ун сӑмахне малалла каларӗ Елена. — Пӗлместӗн? — хаяррӑн кӑшкӑрса ярать те Сероштан, Архипов ҫинеллех пыма тӑрать, анчах, офицера чалӑшшӑн пӑхса илсе, пуҫне ҫех сулкалать тата Архипова хӑрушӑ куҫ туса кӑтартать. Ҫакӑнта сасартӑк Джон Мангльс сехӗрленсе пӑшӑлтатни илтӗнчӗ:— Чарӑнӑр! — терӗ вӑл шӑппӑн. Паллах, кама! Пополнени те килсе ҫитрӗ… Хай-йю, эсӗ шыври пӗчӗк чӗрчун! Ҫутӑ тӗксӗмленсех пырать. Пӗр ирхине кӗретӗп те вӗсем патне — хальхи пекех куҫ умӗнче-ха: Бэла хура пурҫӑн бешмет тӑхӑннӑ, кравать ҫинче ларать, шуралса кайнӑ хӑй, салху: эпӗ хӑрасах ӳкрӗм. Аран-аран чӗркуҫленсе ларса, вӑл вӑрахчен аттисене шырарӗ, аллисемпе койка, сӗтел айне хыпашларӗ, ним ӑнланмасӑр, пушӑ пӳлӗмӗн кӗтессисене пӑхса ҫаврӑнчӗ, вара тӳрленсе тӑрса аттисене хӑйӗн уринче курсан, тарӑхнипе ӗхлетсе ячӗ, пӑшӑлтатса илчӗ: — Пӗтес патнех ҫитрӗн, матрос. Зеб пирвайхи йӗрӗ хыҫҫӑн кайнӑ. Каҫхи апат вӑхӑтӗнче комисси отпуск пӗтичченех чаҫе кайма кӑмӑл тӑвакансене суйлама тытанасси ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Симӗс стена пек ларакан йывӑҫсем сунарҫӑна хӗрсе калаҫакан мӑшӑртан уйӑрса тӑнӑ. Ҫанӑн аҫу рабочи вӗт. Чӑнах та, Парижра ун ҫинчен темӗн те пӗр калаҫаҫҫӗ, анчах та ҫыннӑн тӑшмансем ан пулччӑр тесен, вӑл политикӑллӑ сатирик пулмалла мар. — Ну, ме, ил, ме! Шухӑшсем ун пуҫне сасартӑк, кӗтмен самантсенче пырса кӗрсе, ӗҫ вӑхӑтӗнчех хупӑрла-хупӑрла илсе кансӗрленӗ. Вӑл шӑхлич каланӑ пекех нумайччен, ӑста каларӗ, вара сӗтел хушшинче пурте шӑпланчӗҫ; вӑл калаҫнӑ вӑхӑтра ҫынсем яланах ҫывӑрса кайнӑ пек пулнӑ; Кивӗ сурансен усси сахал: вӗсем сураҫҫӗ ҫеҫ, вутпа пӗҫернӗ пек хӗртмеҫҫӗ. Мӗн, чылай кӗтмелле пулать тетӗн-и? Эпӗ хама Урия Гип камне пӗлнӗ пек кӑтартасшӑн пулса:— А-а, — терӗм. Темӗн чухлӗ вӑхӑт сая каять. Ҫав тери лайӑх тимӗрпе тыттартӑм, Полтавӑра ӗҫленӗ чух сотник урапине те тыттарман ун пек тимӗр. Коля, пар-ха горнна, кӑшкӑртса пӑхам. Ҫулӑмпа ҫунать пек вӑл, сывлать вӑл. Кунта хӑй вӑхӑтӗнче пӳлӗм маччи патне ҫитмеллех икӗ енне икӗ пысӑк кустӑрма вырнаҫтарса лартнӑ. — Вӗсем, тен, эпир вӗсен йӑвине вӑркӑнса кӗрессе туйнӑ! — терӗ Геркулес кулса. Эпӗ киле таврӑнтӑм. Унтан — кӗмсӗр-кӗмсӗр! Кайӑксем юрлама чарӑннӑ. Вӑл мӗнле кӑтартать? Тӳпере, хур кайӑк ҫулӗ ылтӑн йӑрӑм пек йӑлтӑртатать. Вӑл хӑйӗн укҫипе экспедици организацилет, ӑна ертсе пыракансем тӑван пиччӗшӗн ачи Якку Лемер тата Горно хулинче ҫуралса ӳснӗ чаплӑ моряк Ван-Схоутен пулса тӑраҫҫӗ. Сулхӑнра канлӗн ларса, пурнӑҫӑн ҫак вӗри шавне итлеме те кӑмӑллӑ: вӑл ыйха ярать, ӗмӗтсене вӑратать. Ҫав вӑхӑтрах Ромашов салтак хӑвӑрттӑн та вӗттӗн чӗтӗренине асӑрхарӗ: чӗтӗренетчӗ унӑн пуҫӗ, чӗтӗретчӗ, шӑлӗсене шӑппӑн шаклаттарса, янахӗ. Эпӗ хамӑрӑн тӑйлӑк-тайлӑк пӳрт вырӑнне туса лартнӑ ҫӳлӗ те илемлӗ ҫурт ҫине тепӗр хут ҫаврӑнса пӑхрӑм. «Пултаратех пулӗ», — шутларӑм эпӗ. Ҫутӑ вӑйӗ улшӑнмасть. Ганс ӗҫленӗ вӑхӑтра эпӗ пиччене вӑрӑм фитиль туса хума пулӑшрӑм. — Комендант ҫуртӗнче, — терӗ казак. Мӗншӗн эсӗ тӳрех ман пата килтӗн, тет, вӑл ӗҫсене тума манӑн приказчик пур, тет, санӑн малтан приказчика каласа памалла, тет… Чугун ҫул ҫинче ӗҫлекенсем хирӗҫ тӑрса пӑлханма пуҫлаҫҫӗ текен хыпарсем киле пуҫларӗҫ. Каларӑм-ха ӗнтӗ, ҫав кун эпир ирхине килти ҫынсем пурте ӗҫе тухса кайиччен кӗтрӗмӗр, картишӗнче никам та курӑнми пулсан, Том, миххе йӑтса, сарай ҫумӗнчи хӳшӗ патне кайрӗ, эпӗ картишӗнче сыхлама юлтӑм. Мӗн пурри йӑлтах хӗрлӗ курӑнать халь ӑна. Хӑйсем кӗтни пулманнине, мустангер васкаманнине курсан, вӗсем тӗлӗнсех кайрӗҫ. Шаларах кӗрсе татах итлетӗп, унтан каллех ҫапла. Панков ӑна ятлама тытӑнчӗ, — анчах Мигун татах хушса хучӗ: — Ӑҫтан ватӑ-ха эпӗ? Вӗсемпе пӗрлех сӗтел хушшине пӗр тарҫӑпа тарҫӑ хӗрарӑм, ачи-пӑчисем пӗр пиллӗкӗн кӗрсе лараҫҫӗ. — Ҫук, мисс, Плутон нихҫан та ӗнтӗ ман тус пулас ҫук. Ытти ҫулҫӳревсен примерӗ тӑрӑх, вулакан, ахӑртнех, эпӗ те ҫакӑнти ҫӗршывра пурӑнакан чӗрчунсен йӑлисем ҫинчен каласа парасса кӗтет пулӗ. Пысӑк ят илнисем ҫеҫ тӑрса юлнӑ храмра — мистагогсем, эпоптсем, пророксем те мӑчавӑрсем. Элле хӗрсем начар выляҫҫӗ-кулаҫҫӗ-и? — терӗ ӑна пӗри. — Эпӗ — темӗскер мурӗ пуль, тесе. Сирпӗнӳсем чарӑнми-талккӑш ӳлеве куҫрӗҫ, акӑ тӑватӑ аршӑнлӑ ҫӑмарта чалӑшшӑн, ракета евӗр, ҫынсем ҫийӗн ҫӗкленчӗ те хӗвел анӑҫнелле вирхӗнчӗ, ҫутӑ йӑрӑмпа чӑшлатрӗ те пӗлӗтсен йӑм хӗрлӗ, тӗксӗм ӗнтрӗкӗнче ҫухалчӗ. Ҫапах вӑл пӗр саманта лӑпланни «Пилигрима» рифсенчен иртсе ҫыран еннелле ыткӑнма ҫителӗклӗ пулчӗ. Павел ӑна аллинчен тытрӗ те хӑй патнелле туртрӗ: — Паратпӑр!.. Вӑл мана аллине акӑлчансем евӗрлӗ тӑсса пачӗ, кунашкалли те ун чухне шӑнкӑрав пекех сайра тӗл пулатчӗ, ман алла хыттӑнах чӑмӑртарӗ те хӑй ҫывӑхне диван ҫине лартрӗ. Эпӗ ӑна пирӗн Европӑра ученӑйсем пӗр-пӗрин изобретенийӗсене вӑрлама юратни ҫинчен, апла пулсан та ҫак изобретенин вӑрттӑнлӑхне никама та пӗлтерес мар тӗлӗшпе хам енчен мӗн тума пултарнине пурне те тума сӑмах патӑм. Ҫак ниме те пӗлтермен пирвайхи сӑмахсене паҫӑрах пӗтнӗ Лена та пӗр умсӑмахсӑрах ҫапла ыйтрӗ: — Халь унӑн сывлӑхӗ еплерех-ши? Музыка янӑрать. Эпӗ сехре хӑпнипе тата хӑрушӑрах сасӑпа кӑшкӑрса ятӑм та пӳлӗмрен чупса тухрӑм. Кивӗ пӗчӗк чиркӳ малтанхи симӗс туратсемпе тата ҫуркуннехи малтанхи чечексемпе капӑрланать, хула ҫийӗн чансен хаваслӑ янравӗ илтӗнсе тӑрать, пансен «кӳмисем» хӑлтӑртатаҫҫӗ, турра пуҫҫапма килнисем вара урамсене те, площадьсене те, хула тулашӗнчи уя та кӗпӗрленсе тулаҫҫӗ. О, тискер кайӑксем-чӑхсем… Пӗр-пӗр вырӑна ӑнсӑртран пырса ҫаклансан та, ҫав вырӑнтан акӑлчансем хӑйсен ирӗкӗпе нихҫан та тухса каймаҫҫӗ, — терӗ модӑллӑ лайӑх пальто тӑхӑннӑ музыкант. — Ӑна эпӗ, ваше превосходительство, тӑватӑ пин тенкӗ парса туяннӑччӗ. Эпир санпа паллашнӑ ӗнтӗ. Пӗр-икӗ минут кӗтсе тӑрӑр-ха. Ҫӗҫӗпе мӑйӗнчен сӗрес тесе, хуҫа ман купсан сухалне ярса тытрӗ ҫеҫ, шӑп кӑна ҫав вӑхӑтра сасартӑк чӳречерен такам шан-шан-шан! шаккаса ячӗ. Плантацисенче ӗҫлекен пӗр-пӗр негр мӗскӗн выльӑха вӑрттӑн илсе тухса кайнӑ пулӗ те пӗтӗм прерийӗпе урлӑ та пирлӗ чуптарса ҫавӑрӑннӑ пулӗ, тен. — Йӑмӑкӑм, кам ячӗ сана тухтӑр патне? Ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗччӗ. Эсӗ мана асаплантарса вӗлересшӗнччӗ — акӑ мӗн тӑвасшӑнччӗ эсӗ манпа! Пире ҫак ята пама тин ҫеҫ качча тухнӑ хӗре малтанхи хут инке тесе калама васканӑ пекех васкаҫҫӗ пулмалла. Хӑйне пӗрех ҫӗнтермелле, мӗншӗн вӑл хӑйне хӗнеттермест-ха. Эп сире калама та манса кайнӑ… тарӑр… Лашисене вӗсем, ахӑртнех, ту ҫинчи вӑрмана хӑварнӑ, хӑйсем ҫуран аннӑ. Эпӗ унӑн айӑпне каҫарас тесе пурне те тӑвӑп. Ҫавӑнпа та паян пире пӑвакан алӑсем часах пирӗн алӑсене тытса чӑмӑртӗҫ. Ваҫили Андрейч хакне татах та антаратчӗ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑрманӗ унӑн округӗнче пулнӑ, тата вӑл ялти хуҫасемпе пӗрле тахҫанах ҫакӑн пек йӗрке тунӑ; пӗр хуҫа тепӗр хуҫа таврашне пырса хак хӑпартман; анчах Ваҫили Андрейч кӗпӗрне хулинчи хуҫасем ҫав вӑрмана илесшӗн тенине илтнӗ. Вара вӑл часрах каяс та улпутпа ӗҫ пӗтерес тесе шут тытнӑ. — Ҫук, каламан! «А мӗн вара?» терӗ курень атаманӗсенчен пӗри. Монтанелли пуҫне ҫӗклерӗ, ун ҫан-ҫурӑмӗ сӑрӑлтатса илчӗ. — Ку ман шӑллӑм, Алексей, — терӗ хӗр. Ку 37°47' широтапа 24° долгота ҫинче ларакан Амстердам утравӗсем пулчӗҫ, уяр ҫанталӑкра пулсан, пысӑк утравӑн ҫӳллӗ конусӗ вунӑ мильрен тенӗ пекех курӑнать. Пӳлӗмре калама ҫук йӗркесӗрлӗхчӗ, темӗнле вӑйлӑ ҫын, тискеррӗн ашкӑнса кайса, ҫурт стенисене тул енчен тӗртсе, шалти япаласене пӑтраштарса пӗтеричченех лӑсканӑ тейӗн. — Инкек, мӗн тери кӑра! Шеп вӗт? Ун чухне вӑл, ӑна лӑпкаса илсе, ачашшӑн пӑшӑлтатать. — Мӗн пулчӗ, тӑванӑм? Йынӑшатӑн-им? Патшаланӑр, хуҫаланӑр Францире, ан вӑтанӑр, килти пек пулӑр. Такам алӑка вӑйлӑн туртса уҫса, пӳлӗме чупса кӗнӗ пек, йӗпе шинельне урайне пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ. Доминикино хулпуҫҫи урлӑ уртса янӑ чӗн пиҫиххине хывса илсе, хӗрессем тултарнӑ корзинкине пусма енне лартрӗ. Вӗсем пӗр сӑмах чӗнмесӗр, шӑппӑн, пӗр турата перӗнмесӗр, ура айӗнчи курӑка лапчӑтмасӑр вунпилӗк лье утма пултарнӑ. Джордано Брунона ҫунтарса вӗлернӗ ҫул итальянецсен чаплӑ астрономӗ Галилео Галилей вӑтӑр улттӑра пулнӑ. Голова, мӗн каласа ятлаҫнине лайӑхрах илтес тесе, тавлашаканнисем патнех пырса тӑнӑ-мӗн. Джемма корзинӑран ҫыхмалли япала илчӗ те йӗпсене хӑвӑрт шутаркаласа тимлӗн итлесе ларчӗ. Вӑл чарӑнса тӑчӗ, ман пуҫра картуса тӳрлетрӗ те, ним кулмасӑр пӑхса ҫапла канаш пачӗ: — Ан шухӑшла ун ҫинчен, кирлӗ мар. Яшӑраххисемпе хӗрӳллӗрех чӗреллисем урӑх нимӗн пӗлмесӗр тӳссе тӑма пултараймаҫҫӗ; вӗсем йӗнерсем ҫине сиксе хӑпарса лараҫҫӗ те хӗре шыраса тупса, ӑна ҫӑлма е вилме шут тытни ҫинчен хытӑ сасӑпа пӗлтереҫҫӗ. — Эпӗ вӗсенчен шуйттансенчен хӑранӑ пек хӑратӑп! — Хӑйӗн юлташех каласа панӑ пулсан, мӗскӗн ачана часах кӑларас ҫук! — терӗ те ҫилленсе кайнӑ Энрико, кӗпене ҫӗнӗрен чӗркеме пуҫларӗ. Вӑрттӑнлӑхӑн кӗҫӗн чинне явӑҫтарнисем вара ҫавӑнтах пурте урайне тӑсӑлса выртнӑ, унтан, шӑппӑн тӑрса, ниш шарламасӑр алӑк патнелле хускалнӑ. Кӑнтӑр еннелле кайнӑҫемӗн сӑртсем палӑраҫҫӗ, кунта пӑр та ҫук. Сӑртлӑхсем ҫаплах хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре ҫухалаҫҫӗ, вӗҫӗ-хӗрри те ҫук пулас вӗсен; хытхура, чул муклашкисем, вырнӑ анасем ирте-ирте юлаҫҫӗ тата ҫеҫенхир ҫийӗн ҫав хура кураксемех вӗҫеҫҫӗ те хӑлат ҫунаттисемпе васкамасӑр авӑсать. Эпӗ атте пек маттур юланутҫӑ курман; вӑл йӗнер ҫинче ҫав тери илемлӗ ларать, ҫавна лаши те сиснӗн, ҫавӑнпа мухтаннӑн туйӑнать. Хӑй вӑл типшӗм ҫын, ҫарти врач формине тӑхӑннӑ. Мӑйӗ ҫинҫешке те вӑрӑм, пуҫӗ, ҫӗлен пуҫӗ пек, пӗчӗкҫеҫ. — Эсир пултаратӑр! — терӗ хохол, амӑшӗнчен тепӗр еннелле ҫаврӑнса, яланхи пекех пуҫне, питне тата куҫне сӑтӑрса илчӗ. — Мӗн эпӗ? Козаксем ҫапӑҫӑва кӗнӗ чух чаплӑн тумланма юратман; вӗсем тимӗр кольчугасемпе ахаль тумтирсем ҫеҫ тӑхӑннӑ; пуҫӗсем ҫинчи така тирӗнчен ҫӗленӗ хура ҫӗлӗкӗсемпе вӗсен хӗрлӗ тӑррисем аякран хуран тата хӗрлӗн курӑнса тӑнӑ. Вӗсенчен чи интереслисем — ревунсем — чӑн-чӑн Вель-зевул сӑнлӑ, вӑрӑм та ҫирӗп хӳреллӗ упӑтесем. Ҫил вӑйлине пӑхмасӑрах, «Пилигрим» команди тӑвӑл пуҫланиччен илсе хума ӗлкӗрнӗ фокпа кливера та пӗр йывӑрлӑхсӑрах вырӑнне лартрӗ. — Ҫапла ҫав. Шкулта комсомол ячейки ҫинчен кӑна калаҫаҫҫӗ. Вӑл пурне те курса тӑрать-ҫке!.. Ӑнланас пулать… — тенӗ вӑл тарӑхса. Таврари ҫынсем нимӗн ӑна кӗрейми пӑхкаласа тӑнӑ; сухал пуснӑ кӑвак тата хӗрлӗ кӗлеткесем ассӑн сывла-сывла янӑ, хыҫкаланма пуҫланӑ, урисене улӑштаркаланӑ. Пӗтеҫҫех ара, чӑн-чӑн Христос ячӗпе калатӑп! Фургонӑн хӗрарӑмӗсем валли тунӑ пайӗ мӗнле пӗчӗккӗ пулсан та, унта пурпӗрех Джон Мангльс хӗрарӑма ҫул ҫинче мӗн кирлине пурне те майлаштарса пачӗ. Танкист та халӗ койка ҫинчен тӑракан пулчӗ, вӑл коридорти тӗкӗр умӗнче чарӑнса тӑрса, хӑйӗн питне, мӑйне, хулпуҫҫийӗсене нумайччен пӑхрӗ, — халӗ вӗсем ҫинчи бинтсене салтнӑ пулнӑ ӗнтӗ, суранӗсем майӗпе тӳрленсех пынӑ. Акӑ, эпӗ килтӗм те, хваттер уҫӑ, хӑй ҫук. Фома, ҫав-ҫавах сулкаланса ларса, сӑмахне каланӑ: — Ҫапах та — пурте пурӑнаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, эпӗ пур — куҫа мӑчлаттарсах ирттеретӗп… — Эпӗ тивӗҫлӗ ыйтнине хирӗҫ тӑма пултараймастӑп, — тесе лӑпкӑн ответлерӗ ирландец. — Ҫук… сирӗн патӑртан мар. Турра кӗлтӑвӑр, христиансем, ҫылӑхӑрсемшӗн ӳкӗнӗр! Турӑ чиркӗвӗсене пулӑшӑр, пулӑшнӑшӑн хӑвӑр вилсен те ҫӑтмаха каятӑр. Укҫӑр сире халь пурпӗр кирлӗ пулмасть!..» — тенӗ вӗсем. Ӑнланса илме пултарайман ҫынсем чиркӗве тӗрлӗ йышши парнесем: ылтӑн, хаклӑ тӑракан япаласем йӑта-йӑта пынӑ. Вилнисене шыва пӑрахнӑ та, вӗсене ҫавӑнтах ҫӑткӑн акулӑсем яра-яра хыпнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем темӗн чухлӗ ҫӑнӑх авӑртрӗҫ, ҫапла вара хӑйсене валли темиҫе кун пурӑнмаллӑх апат хатӗрлерӗҫ. Тоня, кӑшкӑрса ярса, Корчагин патне чупса пычӗ. Кӗпе ҫӑвакан хӗрарӑмсенчен нумайӑшӗ Ярилӑрисемччӗ, пурте ҫивӗч чӗлхеллӗ хӗрарӑмсемччӗ; вӗсем пӗтӗм хула пурӑнӑҫне пӗлсе тӑратчӗҫ, вӗсем хӑйсем ӗҫлеме ҫӳренӗ купца, чиновник, офицер таврашсем ҫинчен каласа кӑтартнисене итлеме пит интереслӗччӗ. Ӑна халӗ пӗр хӗрӗх ҫул пама пулать, анчах вӑл вӑтӑртан кӑна иртнине тата Воропаев вӑхӑтӗнче ҫуралнӑ кун ячӗпе ӑна темӗнле япала парнеленине Голышев питӗ лайӑх астӑвать. Апла пулсан, ун ҫинчен дон Сильвио пӗлет-ши?» Чӑнах та ӗнтӗ, мӗнле те пулин истори кӑтартсан, — калӑпӑр: «Жизнь за царя», — юрӑпа, ташӑпа, е «Гамлета-и унта, «Чародейка»-и, «Василиса»-и, — кунта чӑнлӑх таврашӗ кирлех те мар, мӗншӗн тесен, — пулнӑ-иртнӗ ӗҫ пире тӗкӗнмест… — Кӑна пӗлместӗп эпӗ, — терӗ Мак-Набс. Аппа, тетӗп… Ҫутӑсем епле шуса пынине асӑрхаса, пӑрӑнмалли вырӑнсенче вӑл мана хуллен кӑна: — Эй, тыт! — тет. Эпӗ хам айӑплӑран йӑр, мӗн ҫуралнӑранпах ӑраскалӑм ҫавнашкал пулнӑран телейсӗр тата ман шӑпам инкеклӗ Карл Иванычӑн шӑпине пӗр евӗрлӗ тесе шухӑшлани мана кӑштах лӑплантарчӗ. Вӗсем пирӗн стариксене, сӑмахран, Токарева, станок умне тӑратма, вӗсен вырӑнне партие хирӗҫ кӗрешес ӗҫе паттӑр ӗҫ вырӑнне шутлакан Дубава пек сӳтӗлнӗ барометра кӗртсе лартасшӑн. — Ну, юрӗ, — терӗ вӑл. — Вӗсем килсе сӗкӗннӗ пулсан, пӗрине те пулин персе пӑрахаттӑм-ха! «Бойчо пиччӗш» мӗн хушса янине вӑл пит лайӑх астуса тӑратчӗ-ха, Радӑран хӑраса тӑмалла маррине те сиссе илчӗ вӑл, эппин унпа пӗр иккӗленмесӗр калаҫма пулать, «Бойчо пиччӗш» ӑна «Рада аппӑшӗ» патне яма пултарасса асне илеймен пулсан ҫеҫ. — Ку аван ӗнтӗ, факт! Эпӗ сире хамӑн мӗнпур хуйхӑм-суйхӑм ҫинчен каласа патӑм. Тӗкӗр пек йӑлтӑртатса выртакан тинӗс ҫийӗпе пӗчӗкҫеҫ хура пӑнчӑсем ярӑнса иртнине куратӑр, кусем шлюпкӑсем. Леш енче хулари илемлӗ те ҫутӑ ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, ирхи хӗвелӗн шупкарах хӗрлӗ пайӑркисем сӑрласа илемлетеҫҫӗ вӗсене. Эсир кӑпӑкланса шап-шурӑ курӑнса тӑракан бон линине куратӑр. Шыва путнӑ карапсене асӑрхатӑр, хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсен мачтисен хура вӗҫӗсем хурланчӑклӑн курӑнса тӑраҫҫӗ, инҫетре, тинӗсӗн янкӑр тӑрӑ горизонтӗнче, тӑшман флочӗн мачтисем чӳхенеҫҫӗ. Эсир кимӗсем кӑпӑклӑ йӗр хӑварса пынине куратӑр, унта, кӗсмен хумхатнипе, тӑварлӑ шыв кӑпӑкӗсем сиккелесе пыраҫҫӗ; эсир шыва тирӗнекен кӗсменсен пӗр кӗвӗллӗ сассине итлетӗр, шыв тӑрӑх хӑвӑр патӑра ҫитиех янӑраса пыракан сасӑсене, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсене илтетӗр. Пӑшал пенӗ сасӑсем чаплӑн янӑраса кайни илтӗнет, сирӗншӗн вара Севастопольре вӑйлӑнрах пеме тытӑннӑ пек туйӑнать. Урам та, тротуар та электричество ҫуттипе йӑлтӑртатать. Халӑх кӗпӗрленсе тӑрать. Еретик чунӗ! Бутерброд, булка, бутылкӑсем, кӑлпасси, канфет, пӗремӗк тиенӗ грузовиксем куҫаҫҫӗ. Ҫынсем ҫакна ан сисчӗр тесе, эпир хатӗрлевҫӗсем пулса тӑтӑмӑр. Ҫакна кура, кӑвакарнӑ пӗчӗк старик ун патне пынӑ та, мӗн кирлине тӳрлетсе, куҫран пӑхса йӑл кулса янӑ. — Кам пӗлет сире! — хулпуҫҫийӗсене хутлаткаласа илчӗ Ольга. Хӑвах шутла, Ҫемен, ырӑ ҫын ҫавӑн пек йӑпшӑнса, кашкӑрла ҫӳремест! Столовӑйра, бильярд пӳлӗмӗпе кухньӑра лампӑсем ялт ҫутӑ ҫунатчӗҫ, ҫавна пула офицерсен пухӑвӗн ӑпӑр-тапӑрпа тулса ларнӑ пылчӑклӑ картишӗ хӑрӑмпа хуратнӑ пекех хуран курӑнать. Эпир унпа нумай енчен пӗр пекчӗ, анчах пӗр пек пулнӑ ҫӗрте туслӑх ӑнмасть. Халь акӑ эпир санӑн Фролна та вутпа-ҫулӑмпах, пырши-пакарти таранах тустарса тӑкрӑмӑр! Эсир Фролӑн двигателӗ тавра пухӑннӑччӗ, вӑл та колхоз пекчӗ, анчах колхозӗ кулаклаччӗ. Тем пысӑкӑш шӑннӑ пӑр муклашкисем инҫетрен кӑн-кӑвакӑн курӑнса, килес кунӑн пирвайхи ҫутисемпе чалтӑртатаҫҫӗ. Шухӑшлӑр-ха, епле мӗскӗн пӑхать вал хӑй ҫине ишӗлсе анасшӑн пулман таврари тусем ҫине, ӑна хупласа хурасшӑн пулман чулсем ҫине, вӑл йӗкехӳресене те ӑмсанать, мӗншӗн тесен вӗсем шӑтӑка кӗрсе, унта пытанма пултараҫҫӗ. Тата ҫакна та аса илӗр: чӗре вӑл чӗлхесӗр, унӑн сасси ҫук, вӑл кӑшкӑрма пултараймасть. Кун хыҫҫӑн тепӗр сехет вилес пек тунсӑхласа лартӑм, нимӗн тума аптранипе пукан ҫинче ҫаврӑнкалатӑп. Манӑн нервӑсем… «Апла пулсан, рада пӗтет?» Ҫапах та пӗр шухӑш пуринчен те хӑрушӑрахчӗ: тӗссӗр, пӗрешкел пӑхӑнуллӑ та ӑссӑрланнӑ-тӑнсӑрланнӑ сӑн-питлӗ Хлебниковсем пач та рота, батальон, полк ятлӑ механикӑлла пайсем кӑна мар, вӗсем чӑн-чӑннипех те чӗрӗ ҫынсем иккенни пирки офицерсенчен нихӑшӗ те, — Ромашов хӑй те халиччен ҫаплаллах пулнӑ-ха, — нихӑҫан шутламан, ҫакӑ вӗсен пуҫне сӗмленчӗклӗхпе те пулин пырса кӗмен, ҫапӑнман… Ҫак юрӑхсӑр ҫын айӑплине ӗненсе ҫитмешкӗн сире тата мӗн кирлӗ? — Эпир унтан тахҫанах тухса килнӗ. Базаров хулпуҫҫийӗсене кӑна сиктерчӗ. Ниме хапсӑнмасӑр ырӑ ӗҫ тӑвакан паллӑ мар ҫынна пулӑшса, пурнӑҫа ун вырӑнӗ патне пӗр утӑм та пулин ҫывхартас килчӗ. Вӗсен ҫутинче Талцетл сӳнчӗ. Ҫакна илтсен руле тӳрлетрӗ те ҫаврӑнса пӑхрӗ. Лукашка, хӑйӗн ырӑ кӑмӑлӗнчен хӑй вӑтаннӑ пек пулса, папахине хыврӗ те, ҫамкине ҫаннипе шӑлкаласа, Марьянкӑпа Устенька патне пырса тӑчӗ. Килкарти урлӑ каҫса, пичкесем лартса тултарнӑ тӗттӗм те сулхӑн кӗлете кӗрсен, Марьяна, яланхи кӗлӗ сӑмаххисене каласа, пичке патне пычӗ те ун ӑшне ливер ячӗ. Анчах нимрен ытла вӗсем хӑшпӗр вырӑс сӑмахӗсене, уйрӑмах ют чӗлхе сӑмахӗсене урӑхла пусӑмпа каланисем тарӑхтараҫҫӗ мана: вӗсем маши́на вырӑнне ма́шина, де́ятельность вырӑнне дея́тельность, наро́чно вырӑнне на́рочно, в ками́не вырӑнне в камине́, Шекспи́р вырӑнне Ше́кспир теҫҫӗ т. ыт. те. Эпӗ манса кайнӑ: кирка ҫинче чӗрӗ тӑпра пулнӑччӗ вӗт-ха. Петровпа Мересьев пур ишӗлчӗксене те ухтарса тухрӗҫ. Маринкӑпа карчӑк ниҫта та тупӑнмарӗҫ. Эсӗ кирлӗ мана! — Юрӑхлӑ мар! — терӗ Давыдов татӑклӑн. Ял патне ҫитме пӗр ҫухрӑм юлсан, лавсем тарасаллӑ пус патӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Манӑн урасем итлемеҫҫӗ. Хытӑрах ишӗр, юлташсем! Ҫапкаланчӑксем темиҫе минут хушши питӗ хавасланса, нимӗн чӗнмесӗр пуянлӑха пӑхса тӑчӗҫ. Шухӑшламалли тупса патӑн эсӗ мана… Эпӗ манӑн та ӗҫ ӑнмарӗ терӗм, пӗрле тарма сӗнтӗм. Вӑт ҫакӑн пек манӑн пӗтӗм ӗҫ-пуҫ… Ҫав хаяр ӗмӗрте запорожецсем пур ҫӗрте те тискеррӗн хӑтланса ҫӳренине курас пулсан, халӗ кашниннех ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑмалла. Вырӑн ҫук ман валли! Чӑматансем урлӑ каҫса, чупса пынӑ ҫӗртенех пӗрне-пӗри ыталас тенӗ чух столовӑйран Катя тухрӗ, Кирен вӑтанса каялла чакрӗ, вара аллине ҫеҫ чӑмӑртамалла пулчӗ. Анчах эпӗ ҫакна нихӑҫан та ӑнланман. — Анчах мӗншӗн-ха эсир ун ҫинчен хамӑрӑн вӑл ҫул ҫинчен парӑнса каймалла пулсан та каласа памарӑр? Вӑл инҫетре, Зубов бульварӗнче пурӑнатчӗ, трамвай ҫине ларсан халь тӳлемеллеччӗ ӗнтӗ, ҫирӗммӗш ҫулхи пек марччӗ. Эпӗ ҫапах та тӳлемесӗрех трамвайпа кайрӑм. Артур, ман ҫине эсир мӗншӗн капла пӑхатӑр? Енчен те вӑл, санӑн хӗрӳ, чӑн-чӑн этем пулсан, ӑна ку хӑратса пӑрахас ҫук. — Ҫӳрет. Иртнӗ суйлавра вӑл дворянсене чаплӑ хӑна тунӑ, апат вӑхӑтӗнче: мана предводителе суйласа лартсан, сире лайӑх пурнӑҫ паратӑп, тесе пӗлтернӗ. Географие тӑрӑшса вӗреннӗ Дик Сэнд Казонде ҫинчен мӗн паллӑ пулнине пурне те пӗлет. Наборщиксем вуниккӗн пулнӑ; тирпейлӗн тумланнӑскерсем, вӗсем хӑйсене Ежовпа ахаллӗн ҫеҫ, юлташла тытнӑ, — ҫак Фомана кӑштах тӗлӗнтернӗ те, иментернӗ те: ун куҫӗнче Ежов, мӗн каласан та, хуҫа пекки, вӗсен начальникӗ пекки пулнӑ, вӗсем вара — унӑн тарҫисем анчах. — Акӑ Казбич кӑна кунта килтӗр: вӑл кунта пӗр вунӑ така илсе килме пулнӑччӗ; ытти — ман ӗҫ пулӗ. Татаринов капитанӑн экспедицийӗ ҫинчен тӗнчере эпӗ пуринчен лайӑх пӗлсе ҫитрӗм. Латынла, французла, нимӗҫле вӗрен… географине, паллах, тата историне, богословине, философине, математикӑна алла ил… Эсӗ ӑна пӗлместӗп тесе кала та, ку тӗрӗс пулать. — Эппин, эсӗ вунӑ доллар ҫухатнӑ-и? Вӑл урама пӑхрӗ; унта никам та ҫук. Чул ту пек капланса тӑракан йӗпе стенасем хушшипе канал хура ҫӗлен пек явкаланса выртать. Хуҫа икӗ хутчен те чупса пычӗ — кама та пулсан монтёр вырӑнне тӑратма май ҫук-и тесе шырать, анчах тупаймарӗ. Лядов патӗнче вара ун пек пулман, унта чи лайӑх пӑхса ӳстернӗ пысӑк чиновниксен, инженерсен, педагогсен ывалӗсем вӗреннӗ. Унӑн юлашки листинче «Британине» тытса тӑраканпа Грант капитан алӑ пуснӑ. Хӗпӗртенипе тата хытӑ хӑранипе макӑракан старик калинкке патне ҫитичченех ун хыҫҫӑн утса пычӗ, йӗнер пускӑчи ҫумне лӑпчӑнса ӑна чуптума тӑрӑшрӗ, анчах Андрей, питне-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе, урине кӑрт-карт турткаласа илчӗ те, хӑйӑлтатакан сассипе ҫапла каласа хучӗ: — Санӑн телейӳ!.. — Кайран пӗтӗмпех каласа парӑп. Ҫак самантра тин вара, ыйхӑ витӗр тенӗ пек, хӑй темле ҫӗр айне пытарнӑ мул шыранине, вӑрманта хӑйне пӗччен хӑрушӑ пулнине астуса илнӗ пек пулчӗ… Гленарван ҫамрӑк ҫынна ӑнланса илсе ҫапла хушса хучӗ: — Вӑл паллӑ ӗнтӗ, шыравсене йӑлтах чарса лартасси ҫинчен сӑмах та пулма пултараймасть, — терӗ вӑл. — Ҫапла ҫеҫ калас пулать: хамӑр хӗрарӑмсем ҫинчен манмасӑр Мельбурна кайса, унта «Дункан» ҫине ларса, хӗвелтухӑҫ енчи ҫыранӗсемпе «Британи» ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ вырӑна тинӗспе кайсан авантарах пулмӗ-ши? Ҫемҫе чӗреллӗ мӗскӗн Мэри Грант чут ҫеҫ ансӑр пулса ӳкетчӗ. Вилесене пытарма хушман, тепӗр талӑкран Германие каякансем тупӑнмасан, пӗтӗм ял халӑхне персе вӗлеретпӗр, тесе хӑратнӑ. Хӑйӗн хуҫи ыйтнӑ тарӑх, автор ӑна Англи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа парать. Пахчана тухрӗҫ. — Кунта. Пӗлсе, йӗркеллӗ усӑ курас пулать вӗсемпе, мӗншӗн тесен этем ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнмелле те илемлӗ япаласене хӑйпе пӗрле масара илсе кайма пултараймасть, ҫӗр ҫинче пурӑнма юлаканнисене савӑнмалӑх парса хӑваратех. Вӑл палатӑра тин тӑна кӗчӗ те, нимрен малтан Клавдия Михайловнӑн пӑшӑрханчӑклӑ сӑнне курчӗ. Пурччӗ те унӑн ӗлӗкрех хула вӗҫӗнче, анчах вӑл ӑна сутса виҫӗ лаша та пӗр пӗчӗкрех кӑна бричка туянчӗ, вӗҫтерсе ҫӳретчӗ вара вӑл тройка лашапа таврари улпутсем патне хӑнана. Вӑл унӑн ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе иртсе пынӑ, вара Тӑваттӑмӗш кун ҫинче, декабрӗн 17-мӗшӗнче, икӗ утрав хушшинчи тӑвӑр проливпа пынине астунӑ. Джон Мангльс, Мак-Набс тата Вильсонпа Мюльреди кӗсменсем ярса тытрӗҫ. — Вулӑп! — шантарнӑ Фома, Ежов умӗнче аванмарланса, ун ҫырнисем ҫине ҫакӑн пек пӑхни ӑна кӳрентерет пуль, тесе шухӑшласа. Ҫил ялан хӗвеланӑҫ енчен вӗрсе тӑчӗ. Каҫхине ултӑ сехетре, хам шутӑмпа хӗвелтухӑҫнелле вунсакӑр лигран кая мар ишсе кайнӑ хыҫҫӑн, хамран ҫур мильре эпӗ пӗчӗк утрав пуррине асӑрхарӑм. Тӗссӗрленсе ларнӑ сӑнӗ сехӗрлентерсе пӑрахрӗ мана. Ытла вӑйлӑ кӳреннӗ хыҫҫӑн унпа юлашки вӑхӑтра ялан пулкаланӑ пекех, хӑйне вӑл тӗлӗкре ача евӗр курчӗ. — Унтанпа пилӗк уйӑх иртрӗ, эпир ҫак виҫӗ документа Клайд заливӗнче пынӑ чухне пӑхса тухрӑмӑр. — Анчах та, мӗскӗн тусӑм, Камоэнс вӑл португалец, эсир чӑнах та мӗн Португали чӗлхине вӗренсе ултӑ эрне асапланса ирттертӗр! — Бритва мӑка, ҫавӑнпа касӑлтӑм. Часах ӑна та ыйхӑ пуса пуҫларӗ, вара вӑл хӑй паҫӑр йышӑннӑ ҫӳлти сентре ҫине хӑпарса майлашса выртрӗ. Ку вӑхӑталла шӑрӑх та каштах чакрӗ; анчах та манӑн ӑнӑҫсӑрлӑх, пирӗнни пек каласан, манӑн телейсӗрлӗх ҫав-ҫавах малалла пычӗ, эпӗ вара пӗртен-пӗр пӑчӑрпа тата ҫӗнӗ тӗнӗлпе салана таврӑнтӑм. Унтан, Шурочка сӗннипе, самаях ӳркенсе, Ромашов менелникҫӗ ячӗпе ӗҫрӗҫ; ӗҫрӗҫ ҫакӑнта ларакан дамӑсемшӗн те ҫакӑнти мӗнпур ҫынсемшӗн, тата мӗнпур-мӗнпур хӗрарӑмшӑн пӗрлех, тата тӑван полк ялавӗсен мухтавӗшӗн, тата никам ҫӗнейми вырӑс ҫарӗшӗн… Библиотека кӗтессинче пысӑк та йывӑр юман пукан ларнӑ. — Анчах манӑн чун кӳренет-ҫке-ха? — Кӳрен, ҫапах та ан ӗҫ. Усал ӗҫӗмсене манмастӑр пулин те, эсир эпӗ тунӑ ырӑ ӗҫсене манмӑр. Лиза вун ҫичӗ ҫулта пулнӑ. Кун пек пымашкӑн сӑлтавӗсем те пулнӑ. — Мишка! — каялла ҫаврӑнса пӑхса кӑшкӑрчӗ вӑл. Ман тинӗс ҫӳревӗсем ҫинчен тӗрлӗ калавсем илтсен, пӗрре вӑл мана: эсӗ парӑм тыткалама тата кӗсменпе ишме пӗлетӗн-и, кимӗпе ҫӳрени сан сывлӑхушӑн усӑллӑ пулмӗ-ши, тесе ыйтрӗ. Каллех йӑнӑшрӑм иккен: ҫутҫанталӑк ирӗкӗнче ӳснӗ хӗрӗн юратӑвӗ паллӑ улпут хӗрӗ савнинчен кӑшт кӑна лайӑхрах-мӗн; пӗрин тӗттӗмлӗхӗпе ырӑ чӗри, теприн тата арҫынсен кӑмӑлне каяс тесе йӑпӑлтатса ейкеленни мана шалтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. «О савнӑ ҫыннӑм! — ҫемҫелнӗ кӑмӑлпа шухӑшлать Ромашов генерал пирки. Ҫавӑнпа вӗсен ҫӗҫӗ, чӗлӗм, ытти кирлӗ япаласене мӗнле май килет ҫапла йӑтса ҫӳремелле. Вӑл ӗҫлев прави пурри ҫинчен пӗлтерет кӑна мар, вӑл ҫавна совет обществинче кризиссем ҫук факта, безработицӑна пӗтернӗ факта саккунласа ҫирӗплетнипе пурнӑҫа кӗртет. Эсир пире, чӗрӗ хӑваратӑр тесе, сӑмах паратӑр вӗт-ха, господин капитан? Вара эпӗ ҫавна астуса илтӗм. Ҫав Ежишко хӗтӗртрӗ пуль-ха? Джемма килсен иккӗшӗн хушшинче тӗлӗнмелле калаҫу пулса иртнине вӗсем нимӗнпе те палӑртмарӗҫ. Ҫӑмӑл, ҫутӑ ҫуртсем ӳсе-ӳсе ларӗҫ пӗтӗм ҫӗр тӑрӑх, нимӗнле киревсӗрлӗх, ирсӗрлӗх кӳрентермӗ пирӗн куҫа, пурнӑҫ сӗтеклӗ те техӗмлӗ ӗҫе, ирӗклӗ наукӑна, тӗлӗнсе каймалла музыкӑна, ӗмӗрлӗхех хаваслӑ та ҫӑп-ҫӑмӑл уява ҫаврӑнӗ. Анчах хайхи ҫӑлӑнӑҫ клапанӗ текенни те манӑн ун чухне лӑпах ӑнсӑртран хупӑннӑ пулнӑ. Алексей, пит-куҫне пӗркелесе, пиччӗшне:— Ӑнӑҫлӑ пултӑр. Вӑл пур, сасартӑк ҫав терӗ кӳренмелле, ҫав тери ирсӗр япала ҫинчен каласа пачӗ. Техник хунарпа ҫутаткаламан пулсан, эпӗ катера тупайман та пулӑттӑм. Вӑл унта темиҫе чӳлмек кӑвар илсе килтерчӗ те вӗсене тикӗт пичкисем патне лартса тухрӗ, пӗтӗм урайне типӗ курӑк ҫыххисем сапаласа пӑрахрӗ, пӗр вӗҫне тимӗр алӑк витӗр кӑларса башня еннелле тӑсса кайнӑ, сухӑрпа ислентернӗ вӗрене ҫавӑркаласа пӑхрӗ, вӗрен йӗркеллех иккенне курсан, ун пӗр вӗҫне пичкесемпе курӑк ҫыххисем айне юриех тӑкнӑ тикӗт ҫине пӑрахрӗ. — Аллах, сирӗн благородия! Хӑй мӗн шут тытнине вӑл сӑмахпа каламан. Анчах вӑл кирек те мӗнле шут тытнӑ пулин те, каллӗ-маллӗ шухӑшласа тӑрасси пӗтнӗ. Ачасен хӗҫпӑшалӗсене туртса илнӗ, тӑватӑ километрти яла илсе кайса хупса, ҫӑраҫҫипех питӗрсе лартнӑ. Эпӗ ӑна калатӑп: «Акӑ эсӗ тухтӑр, эпӗ сывлӑш пӳлӗннипе аптратӑп, сипле аҫуна!» Ока хӗрринчи вӑрмансем — Касимовран Мурома ҫити, е — Атӑл леш енчи вӑрман, Урал патне ҫити каять, ия! Хутран-ситрен вӑл, тӑртаннӑ куҫхупаххисене хуллен уҫса, куҫҫуль витӗр тӗтреллӗн, салхуллӑн сӗтел ҫине пӑха-пӑха илнӗ, унта мӗнпур япала тӳнсе, ҫӗмӗрӗлсе выртнӑ… Вӗсем пурте халь Дик Сэнд курнине курчӗҫ: пӗрисем чанахах курчӗҫ, теприсем — ӗненӳ куҫӗпе. — Ерофей Кузьмич урапа патне пычӗ, пӗр михне хыпашласа пӑхрӗ. Воропаев хӑйне лайӑх маррӑн туйрӗ. — Халлӗхе ман хамӑн пурнӑҫ ҫук-ха, сирӗн пурнӑҫа эпӗ пӗлместӗп, — хушса хучӗ Лена. — Епле ҫук? Ача — унпа пӗрле. — Шӑп вӑхӑтра ҫитрӗмӗр. Пӗрреччен, ҫамрӑк чухне, вӑл юрату майӗпе икӗ кун хушши ҫухалса пурӑннӑ; анчах ун пек ӳрӗк-ҫӳрӗклӗх унӑн часах иртсе кайнӑ. — Юрӗ, юрӗ, — терӗ вӑрӑмми, перчеткисене тӑхӑнса. Ҫак хӑрушӑ самантра вӑл пурне те тума пултаракан ҫын. Халӗ ӗнтӗ ку шӑтӑк — пирӗн, кунта эпир никама та кӗртместпӗр. Джо Гарперпа Бен Роджерса анчах кертетпӗр, мӗншӗн тесен пирӗн шайкка пулмалла вӗт. Иккӗн ҫеҫ пулсан, мӗнле вӑрӑ-хурах пулать вара! Касса ҫарататӑп та намӑс курса ҫӳреме кӑларса яратӑп. Ну, ун чухне эсӗ ҫӗленсемпе аппаланнӑ-ҫке-ха. Халӗ пӗлетӗп ӗнтӗ! Вӑл илька тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе вӑрӑм сӑмсаллӑ сукна картуз тӑхӑннӑ. Купца адвокатпа майра вырӑнне хирӗҫле вырнаҫса ларчӗ те тӳрех пӗр ҫамрӑк ҫынпа калаҫма тытӑнчӗ. Ун умӗнче пысӑх ӗмӗт пулнӑ. Нӳрлӗ юр хыҫҫӑн, — унашкал юр ҫинчен ӗлӗкрех Карл Иваныч «ывӑлӗ ашшӗне чӗнме килчӗ» тесе калатчӗ, — ҫанталӑк тӳлек, ӑшӑ та уяр тӑрать. Пӗррехинче, ҫӗрле, вӗсем чӳрече умӗнче пӗр-пӗрне нимӗн чӗнмесӗр, ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт ҫине пӑхса киленсе ларнӑ чухне, садра, мунча патӗнче, ҫынсем тӑрмашни илтӗнчӗ. Анчах тӳпе сывлать, чунхавалӗ ҫӗкленет, чӗрере вӗҫӗ-хӗррисӗр туйӑм, пурте тӗлӗнмелле илемлӗ пек, йӑлтах кӗмӗл ҫутӑпа ялкӑшса та сиссе тӑрать пек. Акӑ вӑл темиҫе хутчен Талцетл терӗ те — чӑмӑрӗпе хӗстерсе тытнӑ хут тӗркиллӗ аллине ҫӗҫӗпе чикнӗн сулса ячӗ. Малтанлӑха вӗсем эрех ӗҫмелле марри ҫинчен лекци вуласа пачӗҫ, анчах укҫи пит сахал пухӑнчӗ, хӑйсене пӗрре ӗҫмелӗх те ҫитмерӗ. Алексей Иванычпа ятлаҫса илнӗ? Тупнӑ пысӑк инкек! Маякин, ҫав-ҫавах алӑк янахӗсенчен уртӑнса, имшер ӳтне сулкалантарса, пуҫне пӗр енне пӑрса, ывӑлӗ ҫине чӗмсӗррӗн пӑхса тӑнӑ. Вӑл аллинчи ҫӗҫҫе хытӑрах ҫатӑрласа тытрӗ те, упа умне паттӑррӑн тухса тӑрса, ӑна куҫран вӗҫертмесӗр тинкерсе пӑхса тӑчӗ. Пирӗншӗн вара ҫуран утасси йывӑр япала мар, ытлах ывӑнтармӗ те. — Тьфу! — тарӑхса сурчӗ Ярмола. Кун пек правительствӑран ҫын хӑйӗн прависене илеймест. — Кунта килет, — пӑшӑлтатса илчӗ Марийка. — Маслоцкой мӗнле? Никита ҫинчен каламастӑп та эпӗ: вӑл — чӑлах, ун пуҫӗнче садсем те чечексем кӑна. Анчах Нагульнов вӑкӑр пек кутӑнлашрӗ: Давыдов ӑна коммунистӑн апла хӑтланма юраманни ҫинчен тата унашкал хӑтланни политика тӗлӗшӗнчен сиенлӗ пулни ҫинчен темле те ӑнлантарма тӑрӑшрӗ пулин те, вӑл ҫапла кӑна хуравласа тӑчӗ: — Тӗрӗсех хӗненӗ эпӗ ӑна! Мӗнле айӑпа кӗтӗм-ши ун умӗнче? Вахтӑран пушӑ матроссем палуба ҫине сиксе тухрӗҫ. Нимӗҫ штыкӗсем те, турок пулькисем те тивеймерӗҫ сана; ырӑ ҫапӑҫура мар эсӗ хӑвӑн пуҫна хутӑн, таркӑн каторжник сана пӗтерчӗ! Натальйӑпа уҫҫӑн калаҫма ҫук унпа. Ҫиллӗ кун пулнӑ. Чӳрече умӗнче ҫӗмӗрт йывӑсҫи силленсе кашланӑ, чӳрече кантӑкӗсем ҫинче мӗлкесем чӗтресе тӑнӑ. — Вандея ҫинчен тетӗр-и? — тепӗр хут ыйтрӗ те Симурден, ҫапла хушса хучӗ: — Вандея чӑнах та пирӗншӗн пысӑк хӑрушлӑх. Берсенев ун патне кӗрсе Феербах ҫинчен калаҫрӗ, Инсаров ӑна тимлӗн итлерӗ, сайра хутра кӑна килӗшмесӗр хирӗҫлерӗ, анчах вӑл хирӗҫлени вырӑнлӑ пулчӗ; вӑл хирӗҫлесе каланинче Феераха вуласа вӗренмелле-и е унсӑрах ҫырлахма пулать-и, тенине татса парасшӑн тӑрӑшни палӑрса тӑчӗ. Ҫак куҫсене, художникӗн ҫак чаплӑ картинине пурте асӑрхарӗҫ. Черченкӗ ҫитсӑ айӗпе хӑвӑрттӑн ана-ана хӑпарать хӗр кӑкӑрӗ. Вӑл колхозницӑсем виноград лартса тума питӗ лайӑх пӗлнинчен килет, ку тӗлӗшпе вара нумайӑшӗ мухтанма пултараймаҫҫӗ-ха. Пурте ӗлӗкхин пекех горизонт патне ҫитиех хура. Часах вӗсем каҫ ӗнтрӗкӗ хупӑрланӑ сад пахчисене кӗре-кӗре курӑнми пулчӗҫ. Пурте пӗр вырӑнтанах тухнӑ — ҫынсем те, выльӑхсем те… Мана хӑрушӑ пулса кайрӗ… Кам пӗлет, тен, унӑн яланлӑхах пирӗн куҫ умӗнчен ҫухалмалли сӑлтавӗ пур… Эсир «йывӑр самантсем» тесе каланӑ чух кам ҫинчен шутларӑр — ҫавӑ. Траншея ҫийӗпе тӑпра муклашкисем вӑркӑнчӗҫ, ҫил-тӑман чухнехи пек, юр вӗҫтерсе илчӗ, тӗтӗм мӑкӑрланса иртсе кайрӗ. Николай Антоныч мана асӑрхамасса та пултаратчӗ, Кораблев юбилейӗнче асӑрхаман пек. Вӑл ман килтен ҫӗрле тухса кайрӗ. — Айтӑр часрах. Унта пӑлханма пикенчӗҫ пуль, эпир вӗт нумай ҫӳрерӗмӗр. — Точно так, юлташ полковник! — Чӑнах-и? Хӗллехи янкӑр каҫ килсе ҫитрӗ. — Капла та юрӗ-ҫке… пӑхсан-пӑхсан, тӗттӗмре те курма пулать… Унӑн ҫак ухмахла тата питӗ хӑюллӑ сӑмахӗ, таҫта, шурлӑхсем хыҫӗнче, вӑрманти чухӑн монастырьте пытанса пурӑнакан шӑллӗ ҫинчен аса илтернипе пӗрлех, Петра хытӑ иккӗлентерчӗ: Никитӑна мӑйкӑчран кӑларнӑ хыҫҫӑн ун ҫинчен каласа панисӗр пуҫне, Тихон тата темле намӑсла ӗҫ ҫинчен пӗлнӗ пек, вӑл ҫӗнӗ хӑрушӑ инкексем пуласса кӗтнӗ пек туйӑннӑ, унӑн куҫӗсем:— Ан тив мана, эпӗ саншӑн кирлӗ ҫын, — тенӗ пек мӑчлатнӑ. «Св. Мария» экспедицийӗ пӗтнӗ вырӑна вӗҫнӗ чух эпӗ вӑрҫӑ ҫынниччӗ-ҫке, хам вӑрҫӑ ҫынни пулнӑ майпах тупрӑм та ӑна эпӗ. — Аякра-и? Тен эсӗ хӑвах кунта капитан пулӗ тесе шутламастӑн-и? Ахӑртнех, атакӑна ҫурҫӗр енчен кӗтмелле пулнӑ мӗн. Ытти енчен вӗсем пире хирӗҫ перес тесе ҫеҫ пенӗ мӗн. Юлаканнисем ҫук. Никита, аллисем чӗтренине туйса, вӗсене чӗркуҫҫисем хушшине чикрӗ те хыттӑн хӗстерсе лартрӗ. — Ой, хӑратӑп, масса Том, ватӑ миссисран хӑратӑп. Эпӗ тӗнчере пуринчен те кулатӑп, уйрӑммӑнах тӗрлӗ туйӑмсенчен; ҫакӑ ӑна хӑратма та тытӑнать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Джо, макӑракан вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ пек пулнӑскер, хурланса Тома аяккалла сӗтӗре юайрӗ, унӑн вӑйсӑрланса ҫитнӗ аллисене ҫӗмрен тыттарчӗ. Том вара ҫапла каларӗ: «Ҫак ухӑ ӑҫта кайса ӳкет, мӗскӗн Робин Гуда ҫавӑнта, симӗс вӑрман ӑшне, йывӑҫ айне пытарӑр», — терӗ. Экспедицин Туфольд бухтине ҫитме тата ҫӗр ҫирӗм миль каймалла. Ҫакӑн чул ҫула ҫуран утса тухайрӗҫ-ши вӗсем? — Калаҫ унпала! Тӗрӗссипе каласан, Щукарь «алли витӗр» пӗтӗм пурнӑҫӗнче те икӗ янавар кӑна тухса курнӑ. Кун пирки Самохин суять. Тата эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен те вӑл, аҫа йытӑ пекех, суять. Ҫук, Оля сӗннӗ «подстановка» меслечӗ ӑна пулӑшмарӗ! Манса кайрӑр-и? Иккӗмӗш ҫырӑва эпӗ нумайччен уҫмасӑр иккӗленсе тӑтӑм… Хӑех шухӑшласа илӗ-ха, терӗм; эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, ҫын усал тунине ӗненес килмест. — Мӗн вара, Том, уншӑн ӗҫ чарӑнмасть, — терӗ Паганель. — Вуттине тупма тӑрӑшӑпӑр. — «Эсир тӗрӗс мар калатӑр, ҫамрӑк ҫыннӑм, — терӗ вӑл, — ҫул ҫинче халь типӗ». Макар Лушкӑран асӑнмалӑх юлнӑ чӗнтӗрлӗ тутӑрӗпе ҫамки ҫинчи тарне шӑла-шӑла типӗтрӗ, Ҫӑрттан мучи, ҫӑварне карса пӑрахса, ҫур кун тилӗ хыҫҫӑн хӑваланӑ вӗшле йытӑ пек сывлать. — Пыр… Ир янкӑр-таса, ялтӑр-ҫутӑ та нӳрлӗ килчӗ. Йывӑҫсем шӑппӑн чӗтӗренсе илеҫҫӗ те хуллен хумханаҫҫӗ. — Акӑ, ҫак кӑна! Варианчӗ ҫакӑн пек: чикӗ урлӑ каҫмалла… — Хӑвӑрӑн ирӗк, — терӗ Гаррис. Ҫак ҫапӑҫу мӗнле вӗҫленессишӗн, хӑйне пӑхӑнса тӑракан ҫӗршер ҫын пурнӑҫӗшӗн хӑй ответлӑ иккенне вӑл тепӗр хут (миҫӗмӗш хут-ши ӗнтӗ!) туйрӗ. — Курӑпӑр, Мак-Набс! Ҫӳлти пӳлӗмсем витӗр-и? Ковалев пӑлханнипе сӑхсӑхма та пултараймарӗ, вӑл леш господина анчах шырарӗ. Чӑнах та мӗнле этӗм вӑйӗ мана ҫӗр ҫине каялла илсе тухма пултарнӑ-ши, е ҫак хам пуҫӑм тӗлӗнче купаланса тӑракан чул маччана мӗнле вӑй-хал уҫма пултартӑр? Ҫапах та тавҫӑраймарӑм вара, мӗншӗн эпӗ, клуба пырсан, малтан ҫуттине, унтан хӗрлӗ эрех, каллех ҫуттине — ҫапла май ылмаштарса ӗҫрӗм-ха. — Юрӗ, юрӗ, каллех йышӑнма ан тытӑн. Тата унта мӗн партизанӗ пулма пултарать? — Марья Николаевна пуҫ пӳрнипе хӑйӗн кача пӳрнин ҫуррине тытса кӑтартрӗ — ман учитель monsior Gaston ятлӑччӗ. — Унтан вара хуҫана хӑлхинчен кӑна пӑшӑлтатса ҫапла каласа хучӗ: — Текех вӑрах кӗтмелле мар ӗнтӗ, е хамӑр пӗтерӗпӗр вӗсене, е вӗсем пире хутлатӗҫ. — Сударыня, — чӗтрекен сассипе каларӗ мисс Грант, — сире мистер Гленарванпа иксӗре тав тумашкӑн манӑн сӑмахӑм та ҫитмест. Осадчипе Бек-Агамалов сассисем ӑна темле таҫти-аякри фантастикӑлла тӗтрелӗхрен илтӗнсе тӑчӗҫ, ӑнланмаллахчӗ-ха хӑйсем, анчах пушӑччӗ. Павел, кӗпер карлӑкӗ ҫине тайӑнса, стрелкӑсем ҫинчи тӗрлӗ тӗслӗ хунарсем йӑлтӑртатса ҫуннине пӑхса тӑчӗ. Хӑй упӑшкине, Одинцова, вӑл аран чӑтса пурӑннӑ (вӑл ӑна мулӗшӗн кӑна качча тухнӑ, тата ӑна ырӑ ҫын тесе шутламан пулсан, унӑн арӑмӗ пулма килӗшмен те пулӗччӗ-и, тен), вара пур арҫынсенчен те вӑрттӑн йӗрӗнекен пулнӑ, вӗсене вӑл тирпейсӗр те йывӑр, лӳппер, йӑлӑхтаракан вӑйсӑр чӗрчунсем тесе шутлама пуҫланӑ. Пӗррехинче Цветаев цеха кӗчӗ те тӗлӗнсех кайрӗ: ячейкӑра тӑракан пӗтӗм ҫамрӑксем тата партире тӑманнисем те, пӗр вӑтӑр ҫынна яхӑн пухӑнса, цехра чӳречесене ҫӑваҫҫӗ, машинӑсем ҫинчи темиҫе ҫул хушши хытса ларнӑ пылчӑка хырса тасатаҫҫӗ, пӗтӗм ӑҫтиҫука тата татӑк-кӗсӗксене пӗтӗмпех тулалла йӑтаҫҫӗ. Вилӗм тӑруках килсе ҫитес ҫук. Вӑл ҫӗрӗпех ҫывӑрманччӗ пулмалла, сӑнӗ унӑн хӑмӑрччӗ, куҫӗсем хӗрлӗ, кӳпчесе кайнӑ, — мана вӑл ӳсӗр пек туйӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра шӑпах тулта ҫутӑ, пӳртре тӗттӗмленсе пыратчӗ. Эпӗ ҫыхӑ ӑшӗнче ҫуралнӑ. Тӗшмӗшлӗх те — тӑлӑппа пӗрех вӗт. Эсир ӑна вӗҫертрӗр, мана канлӗн аталанса ҫитӗнме ирӗк патӑр, ҫавӑнпа пӗрле вара типнӗ чӗреллӗ чунтан ӑс-тӑнлӑ та чӗрӗ ача турӑр. Ку ир вӑл та ҫывӑрман пулмалла. — Ну, кӑна нимех те мар тесе шутлар. — Тӗрӗс, сэр, — терӗ Джон Мангльс, — тата вӑл мистер Гленарванӑн пулать. — Апла эсӗ йӗркеллӗ ҫын, эпӗ йӗркеллӗ мар? — хурланса ыйтрӗ Ҫӑрттан мучи. Хӗлле ярмаркӑра ӗҫ пулманпа пӗрехчӗ; килте эпӗ, ӗлӗкхи пекех, пит нумай вак-тӗвек ӗҫсем туса тӑраттӑм; вӗсем пӗтӗм ҫутӑ куна йышӑнса илетчӗҫ, анчах каҫсем вара пушах юлатчӗҫ, эпӗ каллех хуҫасене ним кӑмӑла кайман «Нивӑри», «Московский листокри» романсене сасӑпа вуласа параттӑм, ҫӗрлесенче вара лайӑх кӗнекесем вуласа лараттӑм тата сӑвӑсем ҫырма хӑтланаттӑм. Чӗрӗ ҫип татӑлчӗ тейӗн, тата — унӑн чунӗ пӑр пек сивӗ, хура пушӑлӑхра сывлӑшсӑр антӑхать. — Енчен те сана хӑвӑн турру, ӗненӗвӳ килӗшмест пулсан, улӑштар та ӑна мӑшкӑлласа ан кул унран; кам хӑйӗн турринчен, ӗненӗвӗнчен кулать, ҫӗр ҫинче ҫав чи юлашки ҫын шутланать. Хӑй ятне вилӗмсӗрлетме пултаракан «Бенедиктӑн ултӑ ураллӑ кӑпшанкине» тупнӑранпа энтомолог каллех патварланчӗ, ун кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ. Халлӗхе эпӗ ун вырӑнне хам ҫиетӗп. Кӑнтӑрти Австралин мӗнпур ҫӗрне сакӑрвуншар акрлӑ лаптӑксем ҫине пайланӑ. Ҫӗршыва часрах колонизацилесе ҫитерес тесе, куҫса килекенсене правительство ҫав лаптӑк ҫӗрсене ахалех уйӑрса парать. А? — Ку мана сахал интереслентерет. Эсӗ ӑна мӗн тумаллине ӑнлантарса пар, — терӗ. Санин алӑк ҫинчи шӑнкӑрав шӑнкӑртатса чарӑниччен кӗтсе тӑнӑ хыҫҫӑн сассине хӑпартса: «Никам та ҫук-и кунта?» тесе ыйтрӗ. Паллах ӗнтӗ, ку япаласем ҫав тери начар пулнӑ-ха манӑн. Килти тата фабрикӑри мӗнпур ҫынсенчен иккӗшӗ Татьяна упӑшкине чӑнласах юратман вара: Никита тата Тихон Вялов. Вӗсем пӗве тӗлӗнче аялалла анчӗҫ. Ваня Грибкова черетпе горизонт ҫинчен ӑнлантаратпӑр. Уҫ часрах, тет, ҫапла пулмасӑр, ара! тесе, Эрхип алӑка хупрӗ, ӑна ҫӑрапа питӗрсе илчӗ, Дубровский патне таврӑнчӗ. — О! вӑл пӗрре те йывӑр мар! — тесе ячӗ Роберт, ача хаваслӑхӗпе ҫунатланса. — Хватовсем! — Ӑҫта хӑюллӑ ҫын кирлӗ, вӑл унта. — Ну, питех ан мухтан: санӑн пуҫу ырах курас ҫук-ха, — терӗ старик: — эсӗ пачах та ухмаха ерсе кайнӑ ҫын! — Мӗнле чуна? — Манӑн хуҫалӑх вӑтам шутланать, — именсе-туса тӑмасӑр, ҫирӗппӗн пуҫларӗ Майданников. — Эпӗ вырӑнне тупӑп, — тенӗ Миките, — лашана витес пулать, пит йӗпенчӗ, мӗскӗн. Ҫӗнӗ, ҫыпӑҫуллӑ сӑхман ҫинчен, пиҫиххи вырӑнне, пилӗк тавра виҫҫӗ ҫавӑрса, пӑяв ҫыхса янӑ. Чӗрӗ ҫын, унӑн физика, унӑн хӑйӗн кӑмӑл туртӑмӗсем пур, кунта акӑ… Николай Артемьевич сӑмахне каласа пӗтермесӗрех алӑка хӑвӑрттӑн шалтлаттарса хупрӗ те тухса кайрӗ. Виҫӗмкун Любовь Сергеевна манпа пӗрле Иван Яковлевич патне кайса килесшӗнччӗ, — эсӗ Иван Яковлевич ҫинчен илтнӗ пулӗ, ӑна ухмаха ернӗ ҫын тесе шутлаҫҫӗ, чӑннипе вара — питӗ лайӑх ҫын. Хурав парас вырӑнне ӑна виҫӗ кӗтессӗн хутланӑ ҫыру тыттараҫҫӗ; Ҫапла майпа Португали колонийӗн, ку таранччен никам тӗпчесе пӗлмен тем пысӑкӑш тӗттӗм кӗтеспе пӗрремӗш хут сукмак хывнӑ. — Кӑна пӗлме хӗнех мар… Аван мар ку… Кӑвак башлык тӑхӑннӑ ҫын Сизова питӗнчен пӑхрӗ те:— Приговор мӗнле пулчӗ? — терӗ васкавлӑн. Рабочи революци тума восстани тӑвать, унӑн орудисемпе ӗҫ продукчӗсене тӗрӗс валеҫмелле тумалла. — Эсир питӗ вӑйлӑ ҫын пулас, Геркулес, — терӗ Гаррис мистер, негра сутнӑ чухнехи пек, ура тупанӗнчен пуҫ тӳпине ҫити тинкерсе пӑхса, — Африкӑри чура пасарӗсенче сире пысӑк хак панӑ пулӗччӗҫ. Пушар пулнӑ питӗ анлӑ вырӑнта пахча турӗҫ, унта тӗллӗн-тӗллӗн халӗ те кирпӗч купипе ӗлӗкхи никӗсӗн юлашкийӗсем курӑнкаласа выртаҫҫӗ. — Нимех те мар, вӗсем пурте пӗр кун вуламаҫҫӗ, черетпе. Ҫак пӗр экспедици вӑхӑтӗнче ку ҫӗршыва лайӑххӑн тӗпчеме май пулман, ҫапах та вӑл экспедицие хутшӑннӑ учӗнӑйсемпе офицерсен чылайӑшӗн пурнӑҫне пӗтернӗ. Капитан, ҫывхартса кӑтартакан трубкине куҫӗ патӗнчен сиктермесӗр, мӑкӑртатрӗ: — Виҫӗ палубӑллӑ пӗр карап, пӗрремӗш рангли иккӗ, иккӗмӗш ранглӑ пилӗк фрегат. — Гленарван! — терӗ часрах Мак-Набс. — Револьвера пытарӑр. Халӗ ӑна тытмалли вӑхӑт мар. Лешӗ ӑна итлесе револьверне кӗсьине чикрӗ, вара ҫав самантрах храм алӑкӗ уҫӑлчӗ те туземец кӗрсе тӑчӗ. Шкула килнӗ чухне-и, шкултан таврӑннӑ чухне-и, санӑн яланах манпала пӗрле утмалла. Пире астуса тӑмаҫҫӗ пулсан вӑйӑра та мана суйла, эпӗ сана суйлатӑп. Каччипе хӗрӗ яланах ҫавӑн пек тӑваҫҫӗ. Ҫӑмӑлскер ман. Хӑш чухне йӗкӗтсене киле ашшӗ-амӑшӗ ҫавӑтса пырать. Корчагин, снаряд ванчӑкӗ лекнӗренпе, августӑн 19-мӗшӗнчен пуҫласа, тӑнсӑр выртать. Унӑн шуранка та чипер пичӗ, ним хускалмискер, ялан пӗр тӗлелле пӑхакан куҫӗсемпе ниепле те килӗшсе тӑмасть. Халӗ вӑл час ҫиленекен старик пек пулнӑ, вӑл та стариксем пекех ача-пӑча шавне чӑтайман. Асӑннӑ ҫапӑҫу хыҫҫӑн темиҫе кунран Дубровский ушкӑнри ҫыннисене пурне те пухнӑ иккен те, хӑй вӗсенчен уйӑрӑлса ӗмӗрлӗхех каясси ҫинчен пӗлтернӗ. Эсир те пурӑнӑҫӑра улӑштарӑр ӗнтӗ, тесе канаш панӑ вӑл вӗсене. — Эсир, эпӗ ертсе пынипе, пуйса кайрӑр. Папа амнистине пула Тасканӑри правительство та хӑш-пӗр ҫӑмӑллӑхсем пама пуҫланӑ. Пыраҫҫӗ хайхи ун патне, вӑл пур, вилсе те кайнӑ. — Ответ тытатпӑр! — Ташлама вӗренетӗп! — хаваслӑн пӗлтерчӗ вӑл чӳрече умӗнче шухӑша кайса тӑракан майор Стручкова. Халӗ сыв пулӑр. Пӗр пытармасӑр калатӑп: ку питех те йӗрӗнчӗк япала пулчӗ. Вӑл хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ун хыҫӗнче хура мӑйӑхӗсене ҫӑварӗпе ҫырткаласа, Голуб тӑрать. Эхер те эпир йӑнӑшрӑмӑр пулсан, мӗнех вара! Фоман яра кунӗ вӑрӑм та пӗр евӗрлӗ пулнӑ. Сире мӗншӗн интереслентерет ку?», — тет. — Ҫак утрав, Хуан-Фернандец утравӗ пек. Пуҫтарнӑ пуянлӑхӗ ӑна ҫак усал шухӑша пурнӑҫлама май пачӗ. Вӑл ачасене лагере пуртӑ илме янӑ, вӗсем ҫавӑрӑнса пырсан, вӑл ӑтӑр путнӑ тӗлти пӑра шӑтарнӑ. Вӑл Базаров ҫине пӑхрӗ те… алӑк патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Ҫак тӑртаннӑ та вилнӗ ҫын тӗслӗ сӑн-пит, хӑй ҫинелле пӑхса выртакан пӑтранчӑк куҫсем ӑна ҫав тери тӗлӗнтерчӗҫ. Давыдов пӳрнисемпе сӳннӗ пирус тӗпне йӑвалать, хӑй ҫӗрелле пӑхнӑ, ӗнтӗ нумайранпа чӗнмест. Нагульнов курса тӑракансене тӗрткелесе сирсе пӗтерчӗ, автансене уйӑрса хӑваласа ячӗ, сиввӗн ҫапла каларӗ: — Ӗҫсӗр аптраса тӑратӑр кунта, автансене ҫапӑҫтаратӑр… Тата темиҫе сехет каярахпа горизонтра питӗ ҫӳллӗ чуллӑ ҫӗрсемлӗ утравсен архипелагӗ аванах курӑна пуҫларӗ. Хам мӗнле туйӑмпа тухса кайнине каласа пама пултараймастӑп. — Эй, гарнизон, тӑрӑр! — Эпӗ каларӑм-ҫке, Александр Анисимыч… Унӑн тӑртаннӑ тутисем кӑмӑла хуҫмалла, мӗскӗнле чӗтресе илчӗҫ. Окунев ҫӗкленсе кайса кӑшкӑрса ячӗ. Пӗр-ик сехет маларах ҫитнӗ пулсан та ӗҫне, тен, пӗтӗмпех йӗркелесе янӑ пулӗччӗ. Ватӑ сунарҫӑ капитанпа хирӗҫ пуласран хӑраман, лешӗн хӗҫпӑшал пур пулин те. Джемма хӑйне Пӑван нумайранпа ылханнине сиссе, тӳрех ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Анчах мӗн-ха ку? — Тӑваттӑ кӑваккине, — терӗ хирӗҫ приказчик. — Халь ӗнтӗ, земляк, акӑ мӗн: винтовкуна ил те каяр. «Мӗн тетӗр! — Акӑ вӑл «Юхан-суранлӑ ҫынна сыватмалли ҫинчен» ҫырнӑ проповедь! — терӗ Артур. — Полкра чи паллӑраххи эп. — Ларӑр та лӑпланӑр, ман сирӗнпе калаҫмалла, — терӗ Озеров ӑна нимӗҫле, леш илтме пултарнӑ самантпа уса курса. Тен, вӑл падрене урӑх нихҫан та курас ҫук. Вӑл вӑрттӑн пырӗ те пӗрре ҫеҫ пӑхса илӗ. Кресипе Азенкуре патӗнчи ҫапӑҫусенче ҫӗнтерейменшӗн ку пирӗн реванш пулса тӑтӑр! — Архирей соборӗнчи пек, — кӑмӑлӗ тулнипе чунтан савӑнса селӗп чӗлхипе пӑшӑлтатрӗ Ҫӑрттан. Вӗсем хӑват пуласса кӗтсе тӑрӗҫ. Юрать, вӗсене ҫав тери тӗлӗнмелле хӑват туса парсан, вӗсем ӑна виличченех манмӗҫ! — Вӑл йӑлтах пӗлет, вӑл Балахнара пурӑннӑ. Княжна хӗпӗртет; Санӑн тухтӑру И. Павлов. …Йӑмӑку мӗнле пурӑнать? Патак ҫине тирсе ҫӗрулми пӗҫеретӗр-и халӗ?» — Ыттисене хӑратма пӑхакансене ҫийӗнчех персе вӗлеретпӗр! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл тарӑхса. Ҫакӑн пек хуйхӑрнӑ вӑхӑтра Рада патне пыни вырӑнсӑр иккенне Кандов ӑнлансахчӗ, ҫапах та унӑн чунӗ уҫӑлса кайрӗ, хӑйне ҫӑмӑлтарах пек туйрӗ. Пиччене пытарма сире пурне те чӗнме хушать вӑл мана, — пурте пырсан аванччӗ тет. — Эпӗ ӑна хӑҫан курма пултаратӑп? — Лӑплансам, Аэлита, тата — тимлӗ пул. Красноармеецсене — вӗсем те комсомолецсемех — йывӑр пула пуҫларӗ, вӗсене ҫатах стена ҫумне хӗстерсе лартрӗҫ, ҫав вӑхӑтра театр умӗнче:— Хӗстерер, бауманецсем, хӗстерӗр! — тесе хыттӑн кӑшкӑраҫҫӗ. Пӗр чӳлмек кӑвар чиксе янӑ пекех, пыр ҫунать. Лаша урисем тапӑртатни илтӗнчӗ, унтан Австри офицерӗ, кӗске те сӑрӑ тюник тата симӗс картуз тӑхӑннӑскер, вӗсен ҫумӗнчен сиктерсе иртрӗ… Вӗсем аран-аран пӑрӑнса ӗлкӗрчӗҫ. Астрологи суя науки питӗ нумайччен тытӑнса тӑнӑ: пӗр икҫӗр ҫул каярах астрологсем патшасемпе княҫсемшӗн тата ытти паллӑ ҫынсемшӗн малалла мӗн пуласси ҫинчен юмахласа ҫырса панӑ, хӑшпӗр вӗренмен ҫынсем халӗ те ҫав сӳтӗксене — мӗн пуласси ҫинчен калакансене ӗненеҫҫӗ. Куҫа курӑнакан мӗлкесенчен пӗри мана хӑлхаран шӑппӑн ҫак чапа тухнӑ икӗ ҫын произведенийӗсене ӑнлантарса паракансем леш тӗнчере вӗсенчен самаях инҫетре ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗ. Магомельте Ливингстона чир тепӗр хут, хальхинче сакӑрвунӑ куна, ураран ӳкерет. Гленарван ун ҫине пӑхсан, Шотландин уссӑр выртакан айлӑм ҫӗрӗсене аса илчӗ, Паганельшӗн пулсан, вӗсем Британин тӑварлӑ ландисем пек туйӑнчӗҫ. Ҫук, чӑнах та, Бразилири вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче-и? Анчах ку вӗҫев мар, ку — сывлӑшра ишни кӑна. — Вӑл сире ирӗке кӑларчӗ, — терӗ Дик Сэнд. — Мана та вӑл ҫӑлчӗ, анчах вӑл кунпа килӗшесшӗн мар. Вӑл тӗпелти пӗчӗк пӳлӗме темшӗн чӗрне вӗҫҫӗн утса кӗчӗ, ҫутӑсӑр-мӗнсӗрех пальто хыврӗ, ҫӳҫеллӗ шел-тутӑрне салтрӗ, ҫанӑсӑр кӗпине хыврӗ, унтан тата тепӗр пӗчӗкрех шел-тутӑрне, явлӑкне салтрӗ. Паганель ӑна adorder (пырса ларас) текен француpла глаголӑн пайӗ пулӗ тесе шутланӑ, вӑл Табор утравӗн, хӗн-хур курнисемшӗн хӳтлӗх пулса тӑнӑ утравӑн ячӗ пулнӑ. Ку ҫӗр ҫинчен пӗррехинче Яков Лукич правлени ларӑвӗнче ҫапла каланӑччӗ: «Кавказра турӑ темшӗн ту-сӑрт туса тултарнӑ, пӗтӗм ҫӗре темле ухмахла мӑкӑльсем туса хӑпартнӑ, ни лашапа, ни ҫуран иртсе ҫӳреме ҫук. «Ҫук, ҫӗнтереймерӗр, халь калаҫса татӑлнине парӑр!» — тет Сережа. Халӑх хушшинче Демид ҫинчен, темшӗн-ҫке, вӑл «хӑйӗн ӑсне пӗлекенскер», тенӗ сӑмах ҫӳрет. Камӑн кӑкӑрне — вилнӗ чӗре вырӑнне — хӑйӗнпе хӑй киленсе пурӑннин тем пысӑкӑш ирсӗр шыҫҫи вырнаҫнӑ, — ҫавсем анчах ытлашши… ҫавах вӗсем те кирлӗ, калӑпӑр — вӗсем ҫине эп хамӑн курайманлӑха тӑкма пултаратӑп, ҫавӑншӑн та пулсан кирлӗ… Гальмало куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑчӗ старик. Аким чарӑнчӗ. Ҫапла шухӑшлама ӗлкӗрчӗ ҫеҫ вӑл, Пацюк ҫӑварне карчӗ, хуран куклисем ҫине пӑхрӗ те ҫӑварне тата ытларах карчӗ. — Хӗрарӑм комплимент илтесшӗн пулсан та ӑна тивӗҫтермесен, ку вӑл — чи пысӑк тӳрккеслӗх! — Эсир телейсӗр-и? Ун йыхӑрӑвне хистесе чӗнчӗ теме ҫук-ха, ҫавӑнпа эпӗ хирӗҫлемех шутланӑччӗ ӗнтӗ, анчах Олеся мана хӑй енчен юлташла ҫав тери ӑшшӑн кулса чӗререн ыйтрӗ те, эпӗ ирӗксӗрех килӗшрӗм вара. Чӑнах та, пурах-ши вара унашкал юрату? — Ҫаплах. — Ҫав пит хаклӑ кузен тем те калӗ, сӑмахӗ хӑйшӗн усӑллӑ пулсан, — тесе сӑмах хушнӑ драгун Генкок. Урамра тӗттӗм те пушахчӗ, пуху ҫурчӗ тавра, е трактирта, тейӗпӗр-и, халӑх кӗпӗрленсе тӑратчӗ, чӳречи витӗр ҫутӑ курӑнать; каҫхи ҫил ман паталла полк музыкӗн сассине илсе ҫитерет. Мӗн каласси пур, яш ача питех те маттур, унӑн пичӗ-куҫӗ ытарма ҫук илемлӗ. Анчах унан ашшӗ тата та хитререх. Мӗнле кӗтмен ҫӗртен тӗл пулчӗҫ! — А эпӗ вырӑс-ҫке, совет ҫынни-ҫке! — терӗ ӑна хирӗҫ Мересьев. — Ҫил тӑнчах лӑплансан, эпир Геркулеса пирӗн парӑссене вӗрсе карӑнтарма хушӑпӑр. Хальхинче географ кӗнекесӗр вӗренет. Илемлӗ юрату туйӑмӑн илемӗпе унӑн палӑрӑвне юратни пулать. Пӗлӗтсем витӗр шуранка хӗвел пӑхсассӑн, йӗри-тавра пурте пӑртак ҫуталсарах каять, кӑвак пӗлӗт сӑнӗ шыв ҫине ӳкет — вара пирӗн кимӗ икӗ пӗлӗт хушшинче сывлӑшра ҫакӑнса тӑнӑ пек пулать; чул ҫуртсем ҫӳлерех ҫӗкленеҫҫӗ те кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле Атӑл еннелле, Ока еннелле ишеҫҫӗ. Егорушка пуҫне ҫӗклерӗ те халтан кайса ҫитнӗ куҫӗпе хӑй умнелле пӑхрӗ; хӑмӑр кӑвак инҫетлӗх, ку таранччен хускалмасӑр тӑнӑскер, сулланма тытӑнчӗ, пӗлӗтпе пӗрле таҫта татах та аяккалла куҫса кайнӑн туйӑнчӗ… — Герцеговинсен йышӗ те сахал-ҫке, ҫапах вӗсем хӑҫанччен тытӑнса тӑчӗҫ! Эпӗ ултӑ листа хут илтӗм, вӗсенчен тетрадь ҫӗлерӗм те ҫӳле «Пурнӑҫ Правилисем» тесе ҫырса хутӑм. Чалӑш-чӗлӗш те тикӗс мар ҫырӑннӑран ҫак икӗ сӑмаха эпӗ тепӗр хут ҫырмалла мар-ши тесе чылайччен шухӑшларӑм тата, ҫурса пӑрахнӑ расписанипе япӑх ҫырӑннӑ сӑмахсем ҫине пӑхса, вӑрахчен асаплантӑм. Эпӗ сулахай енче шыратӑп, эсӗ сылтӑм енче. Марина Терентьевна! Опись тӑрӑх ман ҫире шутланса тӑракан пурлӑха сана парса яма пултараймастӑп-ҫке-ха эпӗ! Ҫавӑнтах чӗвен тӑрса сикет, унӑн вут хыпнӑ куҫӗсем ҫулӑм сирпӗтеҫҫӗ. Ӑратлӑ выльӑх хуҫи мӗн тӑвас тенине ӑнланнӑ-мӗн. Аллисене кӗсъине чиксе, хула еннелле хуллен утса пынӑ май, Павел ҫав хирӗҫӗве аса илсе пырать. Урӑх нимӗн те мар! — Ҫулҫӳревҫӗсем суйни кӑна вӑл! Мучи каҫ пулса ҫитиччен те ачана пӗр сӑмах калаттараймарӗ. Ҫынсене эсӗ ушкӑнӗпе илетӗн: вӗсене пӗчченшерӗн сӑнани усӑллӑ мар имӗш. Сӗм-ҫӗрле тупӑк умӗнче вӑл епле макӑрнине илтсен, эпӗ хам та кӗҫ-вӗҫ йӗрсе яраттӑм: икӗ путсӗр этем вара кунтах, ҫак ҫуртрах, ҫывӑраҫҫӗ, тата ӑнах ҫаратса тухса каясшӑн! Эпӗ хута хуҫлатрӑм та ӑна Мери миса тыттартӑм. Унӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Вӑл ман алла хыттӑн-хыттӑн чӑмӑртарӗ те:— Ырлӑх сунатӑп сана! — терӗ. «Пилигримӑн» марселӗ ку чухнехи ытти каранпсем ҫинчи пек иккӗллӗ марри ӗҫе ҫӑмӑллатрӗ. — Даша инке! Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем австралиецсем пек йӑваш мар; австралиецсем хӑйсен ҫӗрӗсене антӑхнӑ европеецсене пӗр сӑмахсӑр парса хӑйсем пушхирсене тӑраҫҫӗ. — Вӑт, ҫутӑ тинӗс, аптратсах ҫитерчӗҫ! — Хӑтӑлӑр, монсеньор! — кӑшкӑрса ячӗҫ пурте пӗр харӑс. — Куратӑн ӗнтӗ, йӗркеллех вырнаҫнӑ эпӗ, — терӗ вӑл мухтанарах. Лосьпа Гусев ӗшнерен сӑрт ҫине тухрӗҫ те тепӗр ката патнелле анма пуҫларӗҫ, унта кирпӗч хуралтӑсем тата ыттисенчен ҫӳллӗрех, лаптак ҫи виттиллӗ чул ҫурт аякранах курӑнаҫҫӗ. Унччен эпӗ иккӗленкелеттӗм-ха. Кӑштах тӑнӑ хыҫҫӑн Марко тухма тӑчӗ. Хытарӑр хӑвӑра хӑвӑр. Авӑ тата, пӑх-ха, авӑ, ҫав ориентир.. 1853 ҫулхи ноябрьте вӑл виҫесӗр хастарлӑхпа ҫак тӗлтен пуҫласа кӑнтӑртан ҫурҫӗр хӗвеланӑҫнелле кайнӑ, Африка витӗр тухнӑ. Анчах кунта фронтринчен те йывӑртарах. Вӗсем, суйласа илнӗ пек: пурте нумай курнӑ моряксем, харсӑр салтаксем, чӑн-чан роялистсем. Унӑн куҫӗсем хӑй ҫывӑрнӑ чух та аллипе ҫирӗппӗн тытса выртнӑ журнал ҫине ӳкрӗҫ. Поручик Карпович лутӑрканнӑ журнал страници ҫинчен халӗ те сӑнне ҫутӑлтарса, хаваслӑн кулса пӑхса ларнӑ. Анчах паян чи пирвай сирӗнпе паллашма тивӗҫлӗ тесе шутлатӑп эпӗ, капитан. Эпӗ, кашкӑр пек, тӗнче тӑрӑх пӗччен ҫӳрерӗм, ҫынсем манран хӑраса пурӑнатчӗҫ, анчах эпӗ санран хам хӑрарӑм. Иртсе каякан кимӗрен чарлансем хӑрамарӗҫ. Ҫу килсен малтанхи кунсенчех гагара ами тинӗс хӗрринчи фиордсен чулӗсем хушшине ҫавӑрнӑ йӑвине хӑй ҫинчен турткаласа кӑларнӑ мамӑкпа сарать. Пирвайхи экспедици ӑнӑҫман пулсан та, Гленарван ҫак шыравсене татах ҫӗнетесси ҫинчен вӑл Мэрине ӗнентерсех калать. Эпӗ аудиторисенчи шӑв-шава, калаҫӑва, ахӑлтатӑва юрататӑп; лекци вӑхӑтӗнче хыҫалти сак ҫинче ларса, профессор пӗр тикӗссӗн калаҫни май мӗн ҫинчен те пулин ӗмӗтленесси, юлташсене сӑнасси ман кӑмӑла килет; хутран-ситрен кампа та пулин Матерн патне чупса кайса; эрех ӗҫме, ҫакӑн хыҫҫӑн кӑшт ҫырткалама вара, профессор пӑсӑрлантарасса пӗле-тӑркачах, алӑка хӑюсӑррӑн чӗриклеттерсе, аудиторие кӗме юрататӑп; ҫавӑн пекех тата коридорта пӗр курс тепӗр курса хирӗҫ тӑрса ашкӑннӑ ҫӗре хутшӑнма юрататӑп. — Ӑҫта халь ун чухнехи Ивинсем, Корнаковсем? Амӑшӗ ун патнелле аллисене тӑсса вӑраххӑн утса пычӗ те: — Каҫар, кӑмӑллӑ ҫыннӑм, — терӗ. Анчах кунтеленсенчен пӗри хайӗн тӑмне, хаклӑ чулсенчен ялан тунӑ чухнехи евӗр, лаша пуҫӗ пекле йӑваласа лартнӑ, тепри — сурӑх пуҫӗ пек; иккӗшӗн ҫех — Ахиорпа Захариян — кӗлеткисем пӗрешкел, хӗрарӑм кӑкӑрӗ евӗрлӗ пулса тухнӑ. — Вӑл ман упӑшка мар! Энтомолог. Ҫак инкекрен хӑтӑлма асамҫӑсене чӗнес тесе шут турӗҫ вӗсем. Анчах чирлӗ ҫынсене вӗрсе-сурса чӗртекеннисемпе малалла мӗн пулассине калаканнисене мар. — Эсӗ тарасшӑнччӗ-и? Ӑнлантӑр-и? Крепость ҫине ӑнӑҫсӑр атакӑла килнӗ хыҫҫӑн паян маншӑн малтанхи хут шанӑҫ ҫутӑлса кайрӗ. Каллех акӑ сан пирки. Кирилле хӑйӗннех ҫаптарать: «Урӑх ҫакӑн пек, сирӗн кӗтӳҫӗ пулса пурӑнас килмест манӑн, вӑрманалла каятӑп!..» тет. Ҫаплах калатӑп: фронтран тарса юласшӑн пултӑм, камӑн хӑй ҫамкине пуля ҫине тытасси килтӗр? Грексен авалхи астрономӗ Птолемей ҫав вӑхӑтра ҫынсем географипе мӗн пӗлнине пӗтӗмпе пухнӑ та ун чухнехи грексемпе вӗсен кӳршисем шухӑшланӑ пек Ҫӗр картти туса хатӗрленӗ. Анчах Владимир нимӗн те хирӗҫлеме пултараймасть: вӑл ҫулҫӑ пек чӗтрет, шӑл ҫине шӑлне тивертеймест, нимӗн тӗллевсӗр шӑлне йӗрет. Ҫул ҫинче пӗчӗкҫӗ хула Дрюри ларать, унӑн чаплӑ гостиницисене Гохштеттер питӗ мухтанӑ. Ӗнер эпӗ Пятигорска ҫитрӗм, хула хӗрринче Машук тӑвӗн лапкинчи чи ҫӳллӗ вырӑнта хваттер илтӗм: аслати авӑтса ҫумӑр ҫунӑ чухне пӗлӗтсем ман пӳрт тӑррине ҫитиех анаҫҫӗ. Вӑл, куҫне хупса, тепӗр хут кухньӑна пырса кӗчӗ те алшӑлли хыпашлама тапратрӗ: унӑн пичӗ ҫинчен шывпа супӑнь кӑпӑкӗ тумла-тумла анать; ҫакӑ вара Том суйманнине кӑтартрӗ. Талькав Саликас кӳллин таса шывӗ ҫинчен каланӑ чух, унӑн шывӗ юхса кӗрекен пӗчӗк шывсемпе ялан тулса пырать пуль, тесе шутланӑ. Нивушлӗ манӗҫ вӗсем мана хӑҫан та пулин?!» Ку укҫа таврашӗпе ҫыхӑнса тӑмасть… — Апла пулсан, политика? Унӑн сӑнӗ тӗксӗмленчӗ, шӑлне никам илтмелле мар шаклаттарнӑ пек, сухалӗ сиккелесе илчӗ, унтан пусӑрӑннӑ сасӑпа малалла калама пуҫларӗ: — Эпӗ пилӗк ҫул фабрикӑсем тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрерӗм, ялтан сивӗнтӗм, акӑ мӗн! Ҫав хурахсене тӗл пуласси пирки асне илсенех Радӑн ҫӳҫ-пуҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ. Анчах Бойчона хӑтарас шухӑш тытнӑ чух хӑраса тӑма юрамасть, тесе шухӑшлать хӗр… Эккей, пулать кирлӗ-кирлӗ мар япала! — Ӑҫта каяс тетӗн-ха эсӗ халь вӑл формӑпа? Атте, кукамай мӗн калассине кӗтсе, ун ҫине пӑхса тӑчӗ. Вӑл питех те капӑр пурӑнма юратнӑ пулмалла. Эпир пӗр-пӗрне алла-аллӑн тытса нимӗн чӗнмесӗр пытӑмӑр. Граф пирки унта пурте ӑна Ахиев вӑрманӗнче сунарҫӑсем персе пӑрахнӑ теҫҫӗ. Ӗнер складран юлашки вутта салатса пачӗҫ. Анчах ку халлап ҫав тери киревсӗр те ирсӗр ӗнтӗ, ун пирки эпӗ ӑслӑ вулакансен умӗнче тӳрре тухасшӑн та мар, унсӑрах пӗлмеҫҫӗ-и вара, ҫав, хӳре тени, мӗн пурӗ те тухатмӑшсен кӑна пулать-ҫке, вӗсенчен те хӑшпӗрисен кӑна; тухатмӑш тени, тепӗр тесен, арҫынсенчен ытла хӗрарӑмсене тивет. — Марцов ӑҫта? — Фронтран тухтӑр килни ҫинчен пирӗн штабра тӳрех пӗлчӗҫ. Гек каҫхи апат хыҫҫӑн хӑйне валли чӗлӗмне тултарчӗ, вӗсем валли те тултарас тесен, Томпа Джо харӑсах:— Кирлӗ мар, пирӗн паян ӑшчикре аванах мар, кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ чух тем лайӑх мар япала ҫирӗмӗр пулмалла, — терӗҫ. Уэлдон мистер укҫине парать, тыткӑнрисем ирӗке тухаҫҫӗ, Джемс Уэлдон умӗнче тӳрӗ ҫын пек курӑнакан Негоро карап ҫитсенех куҫ умӗнчен ҫухалать. Халӗ, тӑрӑхланӑн кулса, вӗсен йӗрӗпе утать ӗнтӗ вӑл. Ирхине Максимпа Нильс кимӗсене стоянка патнелле илсе килме тытӑнчӗҫ. Нильса шыв юххи аяккалла илсе кайрӗ. Вара икӗ ҫыннӑн ӑна тытма каймалла пулчӗ. Курӑксем пуҫӗсене усрӗҫ, пурнӑҫ пӗр вырӑнта хытса ларнӑ пек пулчӗ. Ватӑ Вавжон та карас пек сарӑхнӑ; ҫула тухнӑ малтанхи кунсенче вӗсем, юрамасть пулӗ тесе, палуба ҫине пачах та тухмарӗҫ. Ҫук, юлташсем, сутмастӑп! — Ҫулталӑка яхӑн, — терӗм эпӗ. Лайӑх алӑсенчи план лайӑх япала вӑл. Вӑл шыва хирӗҫле ишрӗ, шывӗ ӑна хӑй ҫитме ӗмӗтленнӗ вырӑнӗнчен анаталла юхтарса пычӗ. Ҫапах та вӑл юлашкинчен ҫыран патне ҫитрӗ, хӗррипеле ишсе кайрӗ те, меллӗ вырӑн шыраса тупса, типӗ ҫӗр ҫине тухрӗ. Сасси унӑн типӗ, йытӑ вӗрнӗллерех. Ҫакна тума сиртен, джентльменсем, пӗри те пултараймӗ. Ку — сирӗн интересшӗн, ӑнланатӑр-и? Ҫапла ӗнтӗ: чӑн сӑмах-и? Ним сисмесӗр, каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр, Лушка ял хӗрринелле утрӗ. Ҫав мӑн кӑмӑллӑ ҫынсем халӗ пурте манран аяккалла пӑрӑнса кайнӑ пек, вӑл та мана нимӗн пӑхмасӑрах аяккалла пӑрӑнса каятчӗ-ши?» — тесе шухӑшланӑ Том. Кӗмӗл кӳлепесем кӗске пӑшалӗсене ҫӗклерӗҫ. Вӑл «Т» саспалли майлӑ туса лартнӑ йывӑҫ ҫурт пулнӑ. Шӑпах ҫак вӑхӑтрах Гусев, тепӗр куҫран сӑнаканскер, хӑрушла мӑшлатма пуҫларӗ те Лось еннелле ҫаврӑнчӗ, — тарланӑ, хӗп-хӗрлӗ. Жандарм кӑртах сикрӗ те, аллисемпе хӗрарӑмсене сирсе, пурне те хӑратмалла ыйтрӗ:— Куна кам калаҫать, э? Хӑма ҫуракан завод патӗнче тем пысӑкӑш арман чулӗ выртать, ҫавна кустарса килетпӗр те ун ҫине мӗн ҫырмаллине веҫех касса ҫырса хуратпӑр, перосене те, пӑчкӑ та ун ҫинчех хӑйратпӑр. Чӗлхе ҫине килнӗ май, сирӗн аҫӑр ҫаплах откуп пирки пулӗ-ха? Кӗперӗ сторож манса ҫӳренипе мар, юриех пӗрлештернӗн. Тата ҫаксемпе пӗрлех сторож таҫта кайса пытаннине шута илсен, тӳрех ҫав юрӑхсӑр этем усал ӗҫ тӑвакансемпе туслашнӑ темелле. Анчах эпӗ ҫакна та пӗлнӗ: ҫирӗм саспалли анчах пулсан та, вӗсенчен икӗ квинтальон, тӑватӑ ҫӗр вӑтӑр икӗ квадрильон, тӑхӑрҫӗр икӗ триллион, сакӑр миллиард, ҫӗр ҫитмӗл ултӑ миллион, ултҫӗр хӗрӗх пин тӗрлӗ пӗрлешу пулмалла! Анчах ют лашасемпе икӗ талӑк ҫулни япӑх ӗҫ мар-и? Пӗлес тетӗн пулсан, эсӗ пачах хӗрарам мар, ылттӑн арчи, факт. Эсӗ пӗрех хут кастрюле сӗт тултар та примус ҫине ларт-ха! Час-часах вӑл Шурочкӑнни евӗр кӗлеткеллӗ, утӑллӑ, шӗлепкеллӗ хӗрарӑма инҫетрен курать те, ун хыҫӗнчен хӗсӗнсе тӗршӗннӗ чӗрепе, пӳлӗнсе ларнӑ сывлӑшпа чупать, хӑйӗн вара пӑлханнипе аллисем сивӗнсе те йӗпене-йепене каяҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тата вӗлерекенӗ Кольхаун тесе ҫавӑн пекех хытӑ ӗненсе каяҫҫӗ. — Санӑн аҫу, — терӗ Симурден. Эпӗ халь ку ыйтӑва татса патӑм. Сирӗн сайра тӗл пулакан тӗлӗнмелле уйрӑмлӑх пур — ку вӑл шухӑшӑра ҫынтан пытарманни. Ҫапла вара, Бенедикт пичче, наукӑлла каласан, ҫӗр хуртне медицинӑри сӗлӗхрен, килти эрешмене суя скорпионран, тинӗс йӗкелне креветкӑран, кивсяка сколопендрӑран уйӑрса илеймен пулӗччӗ. — Тискер лаша сире никам ҫын ҫук прерире таҫта ҫити вӗҫтерсе кайрӗ те! — Эсӗ ан иртӗн-ха, Лукашка, итле-ха эсӗ ман сӑмахсене, — терӗ вӑл, аллисене туртса илмесӗр, анчах казака хӑйӗнчен аяккалла сирсе. Хапха чӗриклетсе илнӗ; хапхаран каччӑ тухнӑ; ун аллинче чукмар пулнӑ. Вӗсем ялтан тухса кайнӑ. Эпӗ руле тытса пытӑм, капитанпа Редрэт, ывӑнма ӗлкӗрейменскерсем, весласемпе ишсе пычӗҫ. Арӑмӗсем те, ну арӑмӗсем вара шутсӑрах йӑпатма пултараканскерсем. Ерофей Кузьмич хӑйне хӑй ҫирӗплетсе, Квейса лӑпкӑн, пат татсах каларӗ: «Налук тӳлеме кирли ҫинчен эпӗ яла пӗлтерӗп, анчах налогне пуҫтарма пултараймастӑп, — ватӑ эпӗ, чирлӗ, килӗрен ҫӳреме йывӑр мана, ун пек ӗҫ тунӑ чух ҫӳремелли тупӑнать вӑл. Каллех ӑна таз ӑшне шыв тултарса пачӗҫ. Хальхинче Том, вӑй-хал пуҫтарнӑ пек, таз ҫумӗнче пӗр хушӑ пӑхса тӑчӗ, унтан вӑрӑммӑн хашлатса илчӗ те ҫӑвӑнма тытӑнчӗ. Тухтӑр ӑнланмалла мар темен мӑкӑртатса илчӗ, пӗр-икӗ хутчен хаш-хаш сывларӗ те шӑпах пулчӗ. — Пите аван! Эпӗ, калас пулать, официаллӑ ҫын, ял хуҫалӑх управленин агрономӗ, ҫавӑнпа шухӑшӑра кӗскереххӗн калӑр. — Персе вӗлернӗ? судсӑрах-и? — Ӑнлантарса пар ӑна, тархасшӑн, ку нимӗне юрӑхсӑр япала пулнине. Пӗчӗк ача мар вӗт вӑл: ҫав ӑҫтиҫука пӑрахма та вӑхӑт! Хӑйӗн йывӑр аллине амӑшӗн хулпуҫҫи ҫине хурса, пичӗпе ун патнелле ҫывхарса, Николай калаҫма тытӑнчӗ: — Кала вӗсене — вӗсем сана итлеҫҫех, — питӗ ҫӑмӑл ӑна тума! Ку лав — козаксен обозӗнчи чи пысӑк та тӗреклӗ лав; унӑн хулӑм куҫтӑрмисене икӗ хут тӗреклӗ шина тӑхӑнтарнӑ, лавне туллиех тиесе тултарнӑ, ҫиелтен лава ҫивиттийӗсемпе, пиҫӗ вӑкӑр тирӗсемпе витнӗ, сӑмалапа сӑтӑрнӑ пӑявсемпе ҫыхса лартнӑ. Пирӗн органта ӗҫлекенсем ӑна ӗҫ тупма пулӑшрӗҫ. Мӗн тума кӗртнӗ-ши ку музыкантсене? Кашни кунах ҫил хӑрушла ахӑрчӗ, ҫӗрле юр ҫийӗ сийӗн-сийӗн хыта-хыта пӑрланчӗ, ун тӑрӑх мулкач чупса каҫсан та нимӗнле йӗр юлмасть. Вӑл ашшӗне пӗчӗк типографинче саспаллисем наборланӑ ҫӗрте е алҫырӑвӗсемпе тулнӑ сӗтелӗ ҫинче вӗҫӗмсӗр васкавлӑ ҫырусем ҫырнине курнӑ. Вырӑнӗ-вырӑнӗпе тискер кайӑксен пысӑк тата фазансен туннель евӗрлӗ пӗчӗк сукмакӗсем ҫул ҫинчен вӑрман чӑтлӑхне пӑрӑна-пӑрӑна кӗреҫҫӗ. Вӑл ку сӑмахсене ҫемҫен каланӑ, анчах ҫапах та ашшӗ ывӑлӗнчен сахалтарах ӑнланма пултараймасть-ҫке. Калаҫса ларакансем Элен салонне куҫрӗҫ. Вӗсем картасемпе тата плансемпе сапаланса выртакан сӗтел йӗри-тавра вырнаҫрӗҫ те, калаҫу ҫавӑнтах тепӗр хут тапранчӗ. Ну, кил чуптӑвӑпӑр… — Ирхи апат? — тесе сиксе ӳкрӗ Паганель. — Вӑл, вӑл, вӑл пулмасӑр! Вӑл пӳрте кӗчӗ. Комсомол ячейкине йӗркелес тӗлӗшпе эсир, райком ӗнтӗ, пулӑшӑр пире, вӑхӑтлӑха та пулин пӗр-ик йӗкӗт те пӗр комсомолка ярса парӑр. Ҫак ӗҫ мана хӑтӑлса тухма, мана калле киле таврӑнма, Петькӑна тупма, Туркестана ҫитме пулӑшас пек туйӑнса кайрӗ, йӑмӑка — приютра, Петька пиччӗшне — фронтра пулӑшӗ, сивӗпе шӑнса, выҫӑпа аптӑраса Мускав урамӗсем тӑрӑх ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе ҫӳрекенсене пурне те пулӑшӗ. Эпӗ мӗн калатӑп, кала? — Сухалӗ ҫук, — Сковородниковшӑн кӳреннӗ пек пулса, ответлерӗ хуралҫӑ. — Тӗрӗс те тунӑ пулӑттӑн. Ҫак ӗҫе яланах ӗҫре пиҫнӗ, эпӗ шанакан тарҫӑ тӑватчӗ. — Вӑл темӗскерле япала курать, — терӗ пичче. Шӑнкӑртаттарса пӑхас мар-ши? Вара вӑл сасартӑк ҫирӗп шухӑш тытнӑ. — Ялтах юлас, — тенӗ. Виктор Огарнов пырса кайрӗ, ҫав каласа кӑтартрӗ. Тухтӑр кирек ӑҫта та чи малта — вырӑнти комитетӑн вӑрттӑн ӗҫӗнче те, туссемпе пӗрле ирттернӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре те; ирӗк чух вӑл хӑйӗн вӑхӑтне ҫавӑнпа ирттерет. Дик Сэнд, Джемс Уэлдонран ытти нумай усӑллӑ ӗҫсене вӗреннипе пӗрлех ҫав тери тӗл пеме те вӗреннӗскер, хӑй револьверпа та, пӑшалпа та лайӑх пеме пӗлнине кӑтартса пачӗ: хӑвӑрт вӗҫсе пыракан темиҫе кайӑка персе ӳкерчӗ. Шыва тӑхлан тӗслӗ турӗ, ҫыранри сарӑ йывӑҫ тӗмӗсене, тутӑхнӑ витӗннӗ, тимӗр тӗслӗ хырсене, вӗсен хурарах тураттисене, йӗркипе ларса кайнӑ ялти пӳртсене, чултан тунӑ пек курӑнакан мужик кӗлеткине кӑтартрӗ. Ҫӳп-ҫап валли лартнӑ шӑвӑҫ баксем тӗлӗнче вӑрӑм патак ҫине транспарант ҫакса хунӑ, ун ҫине:«Гошпиталь 25 ҫын таран», — тесе ҫырнӑ. Ҫырӑвӗ вӑрӑмччӗ, те ҫиччӗ, те сакӑр страницӑллӑччӗ. — Халӗ эпир пирӗн короннӑй эрехе ӗҫсе пӑхӑпӑр — мускат. Лось салфеткине печӗ те ҫӗкленчӗ. Темле чухонец-будочник, пуҫне чӳлмек евӗр пысӑк кивер тӑхӑннӑскер (Мускав-шыв хӗрринче мӗн тӑвать-ши ҫак хуралҫӑ!) ман пата пычӗ те карчӑкӑнни пек пӗркеленнӗ питне кӑтартса ыйтрӗ: — Мӗн тӑватӑр эсир кунта лашасемпе, ҫамрӑк улпутӑм? Анчах ҫак сасартӑках шыв тулни вӑрахах пымарӗ. Зиночка балкон ҫинче кӗтсе тӑнӑ. Унӑн аллинче пӗтӗмпех татса, тӑпӑлтарса пӗтернӗ чечексен букечӗ пулнӑ. Акӑ вӑл ҫырса пӗтерчӗ те, ҫырӑва паспӑртпа пӗрле пӗр пакета чиксе, сӑркӑч пусса ҫыпӑҫтарчӗ. Куҫлӑхне хывса, мана чӗнсе илчӗ: «Акӑ сана хамӑн авалхи юлташ та тусӑм Андрей Карлович Р. патне ҫыру. Икҫӗр хӗрарӑм ҫӗвӗҫе мана валли ку ҫӗршывра тупӑнма пултарнӑ чи ҫирӗп те хулӑн пиртен кӗпе, тӳшек ҫиттисемпе сӗтел ҫиттисем ҫӗлесе хатӗрлеме приказ пачӗҫ. Анчах ку пир те пирӗн чи ҫӳхе те шалатка пиртен ҫӳхе пулчӗ. Ҫавӑнпа ҫӗвӗҫсен кирлӗ пек пир тума тесе ҫак пире темиҫе хут хутлатса ҫӗлемелле пулчӗ. Каллех шӑп. — О-о-о… — янӑраса кайнӑ каллех хайхи сасӑ, анчах хальхинче вӑл чылай ҫывӑхра пулнӑ. Ромашов айӑплӑн кулса илчӗ те, пӑлханса ӳкнӗрен, эрехӗпе чыхӑнса, чӑнтӑхса кайрӗ. Николай Антоныч ҫаплах кураймасть-ха мана. Класра эпӗ чи лайӑх вӗренекенсенчен пӗри пулса тӑтӑм, халӗ ӗнтӗ пӗр Валька кӑна ман умра. Тарҫи ним шухӑшсӑр выртни ӑна тата ытларах ҫиллентерчӗ; вӑл ӑна, ҫамкинчен шлепкипе ҫапса: «эсӗ, сысна, яланах ухмахла ӗҫпе йӑпанатӑн!» тесе вӑрҫса илчӗ. Кошевойпа пӗрле тутарсене хӑвалама кайнисенчен те тахҫанах никам та ҫук ӗнтӗ; пурте пуҫӗсене хунӑ, пурте пӗтнӗ: пӗрисем ҫапӑҫура чыслӑн вилсе выртнӑ; теприсем Крымӑн типӗ курӑклӑ хирӗсенче ҫӑкӑрсӑр, шывсӑр антӑраса пӗтнӗ, ыттисем мӑшкӑла тӳсеймесӗр тыткӑнра ҫухалнӑ; унчченхи кошевой хӑй те тахҫанах пӗтнӗ, ӗлӗкхи юлташӗсенчен те никам та курӑнман, ун чухне вӗресе тӑнӑ козак вӑйӗ тахҫанах ҫӗре кӗрсе курӑк айне пулнӑ. — Е манран хӑратӑн-и? — терӗ вӑл. Пӳртре шӑп. — Эпӗ манӑн пуҫ мимми пӑсӑлнӑ пулӗ тесе шикленетӗп. Лукашка хӑйӗн хытӑ ҫулпа ҫӑмӑллӑн утакан тата йӑлтӑрти ҫамкаллӑ илемлӗ пуҫне ывӑтса пыракан самӑр кӑвак кабардински лаши ҫинче кӑшт чалӑшарах ларать. Юлашки вӑхӑтра, тӗрӗссипе илес пулсан, Ҫӑрттан мучин ӗҫӗ, яланхи пекех, пӗртте ӑнса пымарӗ, ку кун вара пӗтӗмпех пысӑк-пӗчӗк куренӳсемпе тулса ларчӗ, ҫавӑнпа та талӑк иртнӗ тӗле тем чухлӗ йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ Ҫӑрттан мучи пушшех те тӗшмӗшлӗрех пулса кайрӗ… — Эпӗ унӑн шпионӗ пулма килӗшес ҫук! — хӑраса ӳкнӗ Вэра! Унӑн та стан патне лӑпкӑн пымаллаччӗ, лӑпкӑн калаҫса, ҫынсене халӗ праҫник туса лармалли вӑхӑт мар, тесе ӑнлантармаллаччӗ, анчах вӑл пурне те кӑшкӑрса тӑкрӗ, пӗчӗк ӗҫшӗнех тенӗ пек, саламатпа усӑ курас патнех ҫитрӗ. Мӗншӗн ҫавӑн пек, ӑна никам та пӗлмест. Пирӗн ҫӗленсем Салли аппа куҫӗ тӗлне пулмассерен пире хулӑ лекрӗ, ӳлӗмрен татах ҫӗлен тытса килетӗр пулсан, тата вирлӗрех пӗҫерккӗ паратӑп тесе вӑрҫрӗ аппа. Хӑшпӗр чухне эпир ехусене ҫитерме уйра вилсе выртнӑ ӗнесен тушкисене те пухма ӗлкӗрейместпӗр. Отряд каллех ҫул ҫине тапранчӗ. Ҫуран ҫынсем пӗрин хыҫҫӑн тепри фургона кӗрсе канаҫҫӗ. Тытса ҫаптарчӗ мана, ӑнланӑтӑн-и? — Евгения! — йывӑррӑн сывласа, кӗҫех йӗрсе ярасла каларӗ Ольга. Ҫимелли те унта ытла та ҫӑмӑллӑн пырса лекет, ҫавӑнпа унпа хырӑм тултарма та интерес ҫук. Отделени пуҫлӑхӗ Джонни патне вырсарникун, вӑл чӗрӗлес умӗн, пырса кайрӗ. Ҫутҫанталӑк ҫакӑнта апатлӑх йывӑҫ-курӑк ӳстерсе пама пултарнӑ пулсан, кунта тӑватӑ ураллӑ тискер кайӑксем мӗншӗн-ха ан пурӑнайччӑр вара? Унӑн пурин ҫинчен те нумай, савӑнӑҫлӑн, чуна кӗрсе, унта хӗвел анас умӗнхи ҫутӑпа ҫуталса тӑракан пур туйӑмсемшӗн те такама тав туса калаҫас килчӗ. — Мӗнешкел шухӑшсем килеҫҫӗ сирӗн пуҫӑра! Мана, мӗскӗне, пӑрахса каяҫҫӗ!» Мӗн саншӑн кунта — митинг-им? Ҫапла та пулӗ ҫав. Кам пӗлет, тен вӑл хӑйӗн шалти шанӑҫӗсем ҫинчен кампа та пулсан сӑмах хушса калаҫнӑ. — А-а! — тӑсса янӑ Фома, унтан сасартӑк, ҫирӗппӗн те усаллӑн: — Хам пулсан, панӑ пулӑттӑм эпӗ ҫав мужике! Тепӗр чух тата чипер хӗрсем ҫумне ҫыпҫӑнать те: хӑюсем, ялкасем, тенкӗсем парса тултарать — ниҫта чикме ҫук! — Калаҫҫӗ сана, ан аса илтер, теҫҫӗ! — Э ву де ла гард? Кукамай ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе мана куҫ хӗсет, кукаҫейӗ тӗмескесем ҫине такӑна-такӑна, типӗ сӑмахсем ваккӑн тӑка-тӑка пырать, ҫав сӑмахсемпе вӑл ман тӑва ҫӗнетсе пырать. — Мӗнле ҫил вӗҫтерсе килчӗ сана? — тесе ыйтрӗ унран комендант. Стена патнех ҫитет вӑл ҫапла, унтан, патшана асӑрхамасӑрах, каялла ҫаврӑнать те юнашарти йӗр ҫумӗпеле ҫӑп-ҫӑмӑллӑн тӑвалла хӑпарма пуҫлать. Туртас килет», — тейӗп. «Ак ҫакӑн патне ҫӳрет дьяк!» терӗ хӗрлӗрех сӑмсаллӑ хӗрарӑм, ткач арӑмӗ ҫинелле кӑтартса. Вӑл уксахӑн шыҫмак пичӗ ҫине пӑхса илчӗ, лешӗ, ятлаҫа-ятлаҫа, пуҫне пытарчӗ. Ҫак тӑвайккинче — ҫул айккисенче — ытлашши пысӑках мар вӗрҫӗнӗ воронкӑсем курӑнаҫҫӗ; йӗри-тавра, тусанланса, лӳчӗркенсе пӗтнӗ шӑрт пек ҫерем ҫинче, ӑҫта пӑхнӑ унта, вут-ҫулӑм ӗнтсе илнӗ типӗ тӑпра муклашкисем выртаҫҫӗ. — Ҫакӑ вӑл — Франци ӳт-тирӗ ҫинчи кӗсен-ҫӑпан ӗнтӗ. Ман машинӑна чӗнӗр. Эсир мӗн вуланине ҫыракансем пирӗн ҫинчен, пирӗн нушасене пӗлмеҫҫӗ те пуль, вӗсем пирки шухӑшламаҫҫӗ те пуль. — Ҫапла, тыррине те эпӗ тивертрӗм, — терӗ Осип Михайлович, коменданта тӳрех куҫӗнчен пӑхма май килтӗр тесе, пуҫне стена ҫумнерех тытса. Вӑл укҫана илсенех, — эпӗ Рио-Гранде ҫумне каятӑп, унта вара курӑпӑр эпӗ Исидорӑпа мӗн тума пултарассине». Бирюк ман ҫине пӑхрӗ, каллех пуҫне пӑркаларӗ. Хӑшӗ унта шампи? Кӗҫех атте хӑй ҫитрӗ. Вӑл яланхи пекех ҫав тери ҫиллес. Наталья ун аллинче кӑшкӑрашса тапаланчӗ: — Мӗн вӑл, кам? Малтанхи тӗлпулу. Наталья, темшӗн картах сиксе, ӑна чавсипе хуллен тӗртсен, вӑл сӗтел айнелле, унӑн чӗркуҫҫийӗсем ҫине пӑхса ӑшшӑн кулса илчӗ. Хӑнасем сӗтел йӗри-тавра ларчӗҫ, Наташа, аллине кӗнеке тытса, кӗтесе лампа патне вырнаҫрӗ. Хапхасем патӗнче тата урамсенче пур ҫӗрте те аллисенче вут тивертнӗ ҫӗтӗк-ҫурӑк тытнӑ казачкӑсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ. Ҫавӑн пирки малтанхи ӑнӑҫу пӑлхавҫӑсене кӑштах хавхалантарчӗ, вӗсем тӑшмана хирӗҫ пикенсех персе тӑма тытӑнчӗҫ. Чышасса кӗтмен Лозневой кӑшкӑрса илсе хӑмлапа палан тултарса хунӑ аласем ҫинелле йӑванса кайрӗ. — Эсир мӗн каласшӑн капла? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Ҫав калаҫу пуҫланнӑранпа Джемма вырӑнтан та хускалмарӗ. Служба тӗлӗшпе мӗскер-тӗр пулсан вара тӳрех ман пата Николаев поручик хваттерне чупатӑн. Малашне ху пӗлнӗ пек пурӑн». Вӑт пыр та калаҫ. — Миҫе сехет? — тесе ыйтнӑ унтан Владимир. Енчен те эпӗ мӗскӗн кӑна кӗлмӗҫ пулсан та, хальхинчен телейлӗрех туйӑттӑм хама. Таса пӳлӗм варринче тӑнӑ ҫӗртех иккӗшӗ те тӳрех ӗҫсем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ. — Халлӗхе илместӗн-ха, анчах хӑвна йывӑр пулса килсен, илме те тытӑнӑн! Пӗр сехет те иртмен, ӗнтӗ Кольхаун Каса-дель-Корво плантацийӗсем ҫумӗнчи акаци рашчине пырса та кӗнӗ. Вӗсене вӑл вӑйпа йӗркелесе тӑрать, — ҫак вӑй унӑн ӳтӗнчен тухать, ку — ҫутӑ пайӑрки тӑм савӑт шӑтӑкӗнчен сӑрхӑнса тухнӑ пекех». Фоман ырлавлӑ сӑмахӗсем тата тулли кӑмӑлпа ҫунакан куҫӗсем Ежова пушшех те хӑпартлантарса янӑ, вӑл хытӑран хытӑ улама, ҫӗхӗрме пуҫланӑ, — пӗрре, халран ӳксе, диван ҫине йӑванса кайнӑ, тепре, каллех сиксе тӑрса, Фома патнелле чупса пынӑ. Тӑп-тӑп кӗлеткеллӗ, ялан таса тумланса ҫӳрекенскер, вӑл хӑйне мӑннӑн тыткалать тата хӑйне питӗ юратать; ӑсӗ унӑн асӑрхануллӑ, ҫынна тӑруках шанмасть. Люба ҫуралнӑ кун, декабрӗн 13-мӗшӗнче, кӑнтӑрлахи апатченех пирӗн пата Корнакова княгиня хӑйӗн хӗрӗсемпе, Валахина Соньӑпа пӗрле, Илинька Грап тата икӗ кӗҫӗн Ивинсем килчӗҫ. — Пӗлетӗр-и мӗн, — терӗ Марья Николаевна: вӑл е каллех лайӑхах илтеймерӗ Санина, е Санин ыйтӑвӗ ҫине ответлемесен те юрать тесе шутларӗ. Темле паллӑ мар сисӗм сасартӑк ерипен хӗсме пуҫларӗ ман чӗрене. Вӑл, чее йӑл куллине паҫӑрхи пекех хура мӑйӑхӗсем айне пытарса, Нагульновпа килӗштерме хӑтланнӑ пек пулчӗ. Ҫав адмиралӑн «ӑсран тухнӑ ывӑлӗ» пулнӑ, Вышимирский ӑна ресторансем тӑрӑх турттарса ҫӳренӗ, ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ывӑлӗ ӑсран тухнине «пуринчен те пытарма тӑрӑшнӑ», ҫавӑнпа ӑна вара ҫывӑхрисем ан курччӑр тесе, ресторансем тӑрӑх ҫӳретнӗ… Эпӗ хамах хывӑнса выртатӑп терӗм те тарҫа ҫуртана сӳнтертӗм… Тулалла тухса тӑракан чул карнизсем пире ҫав ҫумӑртан хӳтӗлеҫҫӗ. Ман пата яланах хамӑн тусӑмсемпе (струльдбругсемпе) вилмелле ҫуралнӑ хӑшпӗр ҫынсем пухӑннӑ пулӗччӗҫ. Ҫав сасӑсем ун хӑлхине татӑкӑн-татӑкӑн, аран кӑна килсе кӗреҫҫӗ те инҫетлӗхе хӑлхапа туйма пулӑшаҫҫӗ, пирӗншӗн пулсан каҫхи тӗтрелӗхри инҫет вӗлтӗртетнӗ пек, уншӑн та темӗнле уҫӑмлӑ мар сасӑсем мӗлтлетеҫҫӗ. Чӑнах, юлташсем, ку ыйту-ҫке-ха, хӑвӑрах пӗлетӗр! — Апла эпӗ сире ҫакна сӗнме тивӗҫлӗ; ыран ирех, сӑмахран, ултӑ сехетре, раща хыҫӗнче пистолетсемпе ҫапӑҫмалла; барьер — вунӑ утӑмран… Анчах та Гаврила халӗ ӗнтӗ чӑтса тӑраймарӗ, вӑл хуллен ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ, сӑмсине нӑшлаттарса туртма пуҫларӗ, ларкӑч ҫинче шуҫкалама тытӑнчӗ, анчах кӗсменӗсемпе пӗтӗм вӑйран ишмешкӗн тытӑнчӗ. Ӑна вилмелли ҫапӑҫӑва чӗнмешкӗн каялла тавӑрӑнас мар-ши? Голова тухрӗ. Ӗҫ ҫапла пулни питех те кулӑшла, чӑтса тӑма та ҫук. Эпӗ хур-кӑвакалсене колхоза хӑваласа пуҫтарас тесе халӑха та, сире те хистерӗм, ҫапла-и? Тинӗсре ишсе пыни Пӑтрашу ҫӗр каҫах пычӗ. Виҫӗм кунтанпа мӗн пулса иртнине пурне те каласа кӑтартас пулсан, вӑхӑт нумай кирлӗ пулать. — Эпӗ нумай ҫул ҫӳрерӗм, нумай куртӑм, нумай пурӑнтӑм, аса илмеллисем чылай, — терӗ вӑл, Горевӑна нумай лайӑх япаласем ҫинчен каласа кӑтартма хатӗрленнӗ пек. Вӑл савӑннипе, пиншакне манса хӑварса, алӑк патнелле утрӗ. Эсаул урӑххинчен ыйтса тӗпче пуҫларӗ. Суккӑр ҫав укҫана хӑй патнелле тӑснӑ алӑран ҫӑмӑллӑнах ярса илчӗ, вара, хӑйсем хӑпарса ҫитнӗ тӗлте, тӗксӗм ҫутӑра, ӑна пичӗ ҫумне тытса пӳрнипе хыпашланине Петр амӑшӗ лайӑхах курчӗ. Вулкан ҫулӑмӗсен шевлисем анчах хура базальт ҫинче ташлаҫҫӗ. — Вӑл хӑйӗннех калать. Окунев пухӑва уҫнӑ хушӑра, Токарев Корчагин ҫине пӑхса ларчӗ. Ҫапах та ҫакӑ маншӑн тӗлӗнмелле интереслӗ пек туйӑнчӗ. Урай тата стенасем, ҫӗр чӗтренӗ чухнехи пек, кисренсе илчӗҫ, чӳречесене тар тӗтӗмӗ хупласа хучӗ. Лагадӑран ҫӗр аллӑ мильрен ытла мар Мальдонада ятлӑ питех те чаплӑ порт пур. Янахӗ унӑн чӗтренӗ, хулпуҫҫийӗсем кӑртлата-кӑртлата илнӗ, алли пӳрнисем, сӗтел хӗррине ҫирӗппӗн ҫатӑртаттарса тытса, сӗтел ҫиттине тытамаклӑн чӑрмаланӑ. — Ҫук, — терӗм эпӗ, — ҫук. — Камран, атте? У-у! — хаяррӑн ӗхӗрсе ячӗ те Осадчий, халь-халь килсе панлаттарма хатӗр тӑракан вӑкӑр евӗр, пуҫне аялалла пӗксе лартрӗ. Пулса иртнисем ҫинчен малалла шухӑшласа пынӑҫемӗн, ҫаксем пурте ансат япала пулманнине тата Лена ӑна юратнине ытларах та ытларах ӗненсе пычӗ вӑл. Ҫӗр ҫинчи ытти патшасемпе танлаштарсан, вӗҫекен утрав ҫинче хуҫа пулса пурӑнни Лапута корольне пысӑк правасем парать. — Мӗн пулнӑ сире? (Вулакан вӑл тытӑнчӑклӑн калаҫнине сӑнласа паманшӑн каҫарӗ мана). Эсӗ карапа мӗнте те пулин хӑрушӑсӑр вырӑна пытарнине эпӗ пӗлетӗп. — Мӗн эс, атте! — куларах илнӗ Фома. Анчах та самолет курман ҫынсем пурнакан района вӗҫме мана пӗрремӗш хут тӳр килчӗ. Эпӗ аттерен мӗне те пулин вӗренсе юлнӑ пулсан, ку вӑл — ҫакнашкал ҫынсемпе килӗштерсе пурӑнма пӗлни: вӗсене нихҫан та ним тума та чарма юрамасть, мӗн тӑвас килет — ҫавна туччӑр. Вӑл ҫывӑрмасть пулсан, мана куратех пулӗ. Оленин ҫаплах ун хыҫӗнчен пычӗ. — Тӑватӑ ухмах тупӑннӑ эсир, шампана ҫапах кӑлараймастӑр. Ӗмӗтсӗр сӗмсӗрлӗхне вӑл хӗрачан телейсӗр ашшӗнчен пытарасшӑн та пулмарӗ. — Эсир штурмлакан колоннӑпа каятӑр. — Ӳсӗр пулнӑ пуль вӑл. Кирилпа Мефоди таса аттесен сӑнарӗсем шкула пуҫтарӑннӑ ҫынсен енне куҫ сиктермесӗр лӑпкӑн пӑхаҫҫӗ, вӗсене шӑланран та хирти чечекрен, чӑрӑш лӑссинчен те самшитран кӑшӑл туса капӑрлатнӑ. Капитан Грушницкие куҫ хӗсрӗ, Грушницкий эпӗ хӑратӑп пулӗ тесе шухӑшларӗ те пуҫне каҫӑртрӗ, хӑйӗн пит ҫӑмарти ҫинчи тӗксӗм шурӑ сӑнарӗ кайман та-ха. Санин лавӑҫа лашасене чарма хушрӗ те «лара-тӑра пӗлмен ачана» хӑй патне чӗнсе илчӗ. Хӑй патне пӗр курка вӗри шыв илсе пырсан, вӑл куланҫи те пулса пӑхрӗ. Мӗн валли илнӗ вӑл ӑна — пӗлме хӗн, мӗншӗн тесен хӑй вӑл нимле орден кавалерӗ те пулман. Вӑл хӑйӗн мӗнпур вӑйне ҫак картинӑра кӑтартса парасшӑн пулнӑ темелле. Пӑван пӗр сӑмах чӗнмесӗр ларчӗ. — Ҫуранах-и? Кӑмӑлӗ тулнипе пушшех те хӗрелсе кайнӑ Куприяновна, юриех куляннӑ-ҫилленнӗ пек пулса, пуҫне пӑркаласа илчӗ: — Имшерккерех ҫав эсӗ, тӑванӑм! — Нарастаран ҫапла вӑрахчен хатӗрленмерӗмӗр-ҫке эпир те, тӗрӗс мар-и? — хушса хучӗ Ганко та. — Итлесемӗр-ха, Павел Павлыч, ку вӗт служба мар, ку — темӗскерле ирсӗрлӗх-тискерлӗх! — тарӑхнипе те кӳреннипе макӑрас пекех кӑшкӑрса ячӗ Ромашов. Вӑл хӑй ҫулӗ ҫинче ҫакӑн пек чӑрмав тӗл пулассине — Кассий Кольхаунпа Исидора Коварубио де-Лос-Ланос хирӗҫ пулассине малтанах пӗлме пултарайман. Вокзалра ӑна Тая, Лёля тата Альбина хӑйӗн йӑмӑкӗпе Розӑпа пӗрле ӑсатса ячӗҫ. Эпӗ унпа кӗтмен ҫӗртен портра сӑмах хускатса ятӑм. Вӑл ватӑ моряк пулнӑ мӗн. Сирӗн шухӑшпа мӗнле? — ыйтрӗ вӑл, Павела тинкерсе пӑхса. Баржӑсемпе кимӗсен ҫунса кӑмрӑкланнӑ тӗрекӗсем хӑвӑрт юхса иртеҫҫӗ. Кашни япала ҫинчех сӑрсем ытлашшипех нумай, ҫав сӑрсем ҫине пӑхса тӗлӗнетӗн, анчах хӗрсен кӗлеткисем пуринчен те ҫутӑрах, илемлӗрех, Юрийӗн вӗсем хушшинче хӑйӗн Наташине курас килсе кайрӗ. Ашшӗ ҫапла кӗтсе илнинчен тӗлӗнсе, вӗсем пӗр хусканмасӑр пуҫӗсене пӗксе тӑраҫҫӗ. — Эпӗ те санран чӑннипе ыйтатӑп: мӗншӗн шкулта мар эсӗ халӗ? Вӑл вара паян мӗн-мӗн асра юлнине пӗтӗмпех тепӗр майлӑн васкаса шутлама пикенчӗ. Паулино Вэра Арреланопа Рамоса ҫине темӗскер ыйтнӑ пек пӑхса илнӗ, вӗсем те унӑн ҫине тата пӗр-пӗрин ҫине тӗлӗнсе темӗскер ыйтнӑ пекех пӑхса илнӗ. — Апла пулсан, юлташна та илсе кил кунта. — Урӑхла пулма та пултараймасть, Уэлдон миссис. Мӗншӗн курӑнмасть-ха вӑл — ҫакӑ мана тӗлӗнтерет. Сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ тупӑ сасартӑк акӑш-макӑш хӑрушӑ чӗрчун пулса тӑрать. Хӗрарӑмсемпе арҫынсем пӗр чухлех. Паркран тухсан, куҫса ҫӳрекен труппа чӑнкӑ та ансӑр сукмак тӑрӑх тинӗс патне анчӗ. Тата ҫакна та шута илӗр: таранӗ тимӗртен, стени йывӑҫран. Вӑл ҫав тери хавасланса кайнӑ, таврари ҫынсем унтан тӗлӗннӗ те. Ваҫили Андрейч ирте пуҫланӑ. Ӑна кашниех тума пултарать. Анчах пӗррехинче тем пирки хумханса кайнӑ Клавдия Михайловна, икӗ санитарпа пӗрле пычӗ те, сирӗн кӑштах хӗсӗнмелле пулать, тесе пӗлтерчӗ. — Ӗҫ енчен эпӗ наборщик; хӑш-пӗр чух патентланӑ эмелсем сутатӑп, сцена ҫинче вылятӑп — эпӗ трагик; май килсен, гипноз тӑватӑп, френологипе айкашатӑп, тепӗр чух юрӑ урокӗсем те паратӑп, географи вӗрентетӗп; лекци те вулакалатӑп — сахал-и ҫавнашкал айкашмалли! Мӗн май килет — пурне те хӑтланса пӑхатӑп, ӗҫлемелле кӑна ан пултӑр. Ҫав каҫхине Казбич яланхи пек мар тӗксӗмрехчӗ, бешмечӗ айне кольчуга тӑхӑннине те асӑрхарӑм эпӗ. Рестораци крыльци ҫинче эпӗ Вера упӑшкине тӗл пултӑм. — Нимӗн те туман эпӗ унта, Салли аппа, туршӑн та, нимӗн те туман! Кӑмрӑкланса ларнӑ тунката пек хура сӑнлӑ Фрол аллине сулчӗ. Чӗре ман хӗрхенӳпе тӑкӑлса ларчӗ. Хӗрарӑм пӗр минут пек пӑхкаласа тӑчӗ те юнашар ларчӗ. Парӑр мана ӑна. Ешӗл эп хам та хама мӗн кирлине пӗлместӗп пулсан, мӗнле телей тупса парӗҫ мана? — Ку вӑл, тӑванӑм, Мернин системи. Вӑл каштах уткаларӗ те, туйине пӑшал пек тытса, ҫап-ҫутӑ ҫуталса ларакан дача йӗри-тавра утса ҫаврӑнчӗ. — Мӗнле хушатӑр-и чей тултарма. Императорпа майри аллине чуптӑвас тесе ҫӗр ҫине выртрӑм. Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрле хутшӑннӑ тейӗн, вӗсем пӗр пурнӑҫ хӑвачӗпе пӗрле пулса курнӑҫнӑ та, тӗрлӗ сӑрӑпа та ҫутӑпа, юрӑпа та симпе, юратупа та савӑнӑҫпа хӗпӗртесе чарӑна пӗлми савӑнаҫҫӗ. Вӑл помещиксен влаҫне каялла тавӑрма, царизма каялла тавӑрма тӗллев лартать… Вӑл калаҫма пултараймарӗ: ӑна хаваслӑх пӑвса лартнӑ. — Эсир маншӑн ют ҫынсем пулсан та эпӗ сире ҫав тери шеллетӗп. Ку ҫарапаккасем санӑн пурте чипер иккен, мӗн тӗрӗсси — тӗрӗсех ӗнтӗ. — Аптӑрамасть, тулта та выртатӑп эпӗ, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. — Пикем, мисс Райт патӗнчен пакет килнӗ. Ҫапах та — кӗнекесене пӑрах! Халь ак ват ҫапӑнчӑк пулса вилсе, — Ыйтатӑп ҫынсене тавӑрмашкӑн! Ял ҫыннисем вӗллери пыл хурчӗсем пекех пӑлханаҫҫӗ. Вӗсем ял патне ҫывхарса килекен сасса — йывӑр кустӑрмасем тӑнкӑртатнине тата сӑнчӑр чӑнкӑртатнине — илтсе пӑлханма пуҫланӑ. Ав ҫавӑнта, ту аяккинче, темӗн хури курӑнать, — сакльӑсем пулма кирлӗ ҫавӑнта; ҫанталӑк начар чухне иртен-ҫӳренсем яланах унта чарӑнаҫҫӗ; эрехлӗх паран, ӑсатса яратпӑр, теҫҫӗ вӗсем», — тесе хушса хучӗ вӑл, осетин ҫине кӑтартса. Ывӑлӗпе хохол кулса ячӗҫ, ку вара амӑшне хавхалантарчӗ, Павел, темиҫе кӗнеке суйласа илсе, вӗсене кил хушшине пытарма илсе тухса кайрӗ, хохол сӑмавар лартса калаҫма тытӑнчӗ: — Нимӗн хӑрушши те ҫук, ненько, хӑйсене намӑс вӗсене пустуй япаласемпе аппаланма. Рота дежурне Шаповаленко унтер-офицера чӗнтерме тиврӗ. Вӑл — кирлӗ, эсир ӑна — ӗҫ пирки кирлӗ, тейӗр; эс чирлесе каясран хӑратӑп, тесе калӑр. Вӑл каллех халӑх хушшипе утса кайрӗ, анчах халӗ ун хыҫӗнче кӑмӑлсӑр мӑкӑртатни ҫӗкленсе пычӗ, унӑн кӗлетки аяккалла кайнӑҫемӗн кӑшкӑрнӑ сасӑсем вӑйланса пычӗҫ. Накатник пӗренисем хушшипе тӑпра тӑкӑнать, стенасем ҫинчен пысӑк тӑпра муклашкисем катӑла-катӑла анаҫҫӗ. Пулӑш… — терӗ. Ун тути манни ҫумне каллех вӑрахчен те асаплантармалла пылаккӑн ҫыпӑҫрӗ, эпӗ вара илтсе те мар, тавҫӑрса ҫеҫ ӑнлантӑм унӑн сӑмахӗсене: — Ну-тӑк, ан та хӑра, ан та шутла урӑх ним ҫинчен те… Джемма чунӑм, синьор Ривареса эпӗ кунти хитре вырӑна курма илсе килтӗм. Мана илсен, эпӗ выҫнине те, ывӑннине те манса ку вырӑнта тата пӗр икӗ сехет хушши юлнӑ пулӑттӑм, анчах манӑн хамӑн юлташӑмсем хыҫҫӑн каймалла пулчӗ. — Ӑҫтан ҫӗклесе тухан унта, ахаль те чӑтма ҫук ӑшалантараҫҫӗ! Булочнӑй ӗҫӗсем ҫав тери лайӑх пыраҫҫӗ те Деренков урӑх, пысӑках пекарня шырама тытӑнать, ҫавӑнтах вӑл тата тепӗр подручнӑй тытма шут турӗ. Фома Пӑлакине хӑйӗнчен уйӑрасшӑн мар, вӗриленнӗҫем вӗриленсе, ӳкӗтленӗ, юлашкинчен ӑна хӑй авланса яма шут тытни ҫинчен те пӗлтернӗ. Дворянина-и?» тӳсеймесӗр мӑнаҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Иван Иванович. — Мӗн тейӗн? Кольхаун халӗ чӑн-чӑнах тыткӑна лекнӗ ҫын пек, вӑл тарма хӑтланса пӑхсанах, ҫурӑмӗнчен пуля пырса лекӗ. Ку Морис-мустангер пулнине ӑнлантарса пама та кирлӗ мар пулӗ. Вӗрен ҫунма пуҫларӗ. Лавкара йывӑрланнӑҫемӗн йывӑрлансах пыратчӗ, эпӗ чиркӳ кӗнекисене пурне те вуласа тухрӑм, кӗнекеҫӗсем тавлашнисемпе халлапланисем мана ӗнтӗ урӑх илӗртместчӗҫ, вӗсем яланах пӗр япала ҫинчен калаҫатчӗҫ. Вӑл типшӗмрех, ҫӳлӗ, ерипен, ӳркенсе калаҫакан, ҫавнашкалах ҫӳрекен ҫын пулнӑ. Осадчий… Тустар ҫӗре. Сарлака ҫулҫӑллӑ курӑксемпе, шыв вӗлтӗренӗпе витӗнсе тӑракан ыйӑха путнӑ кӳлӗ, юхӑнса кайнӑ сарлака аллейӑсем. Кӑмрӑкланнӑ турат вӗҫӗсем шыв тӗпне ҫитсе ҫакланчӗҫ. Пӑван аллисене сӑнчӑрланине хирӗҫ вӑл ҫав тери хытӑ протестлерӗ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ йӑлтах аптраса ҫитнӗ полковник, аллипе сулчӗ те, сӑнчӑрсене илмӗ хушрӗ. Лушка Нагульнова тырӑсем акса пӗтеричченех бригадӑра ӗҫлерӗ, анчах бригада тырӑсене акса пӗтерсенех уйран таврӑнчӗ те, ҫав кунах, каҫхине, Давыдов патне пычӗ. Огнянов чӗрине ҫапах та йывӑр шухӑш пульӑ пек шӑтара-шӑтара кӗрет. Вӑл ӗнтӗ кирек хӑҫан та малтанлӑха ҫапла пулать. — Эпӗ члента тӑракан «Ҫамрӑк Итали» ятлӑ органиизаци ӑна пӗр ӗҫ хушнӑ пирки кӗвӗҫрӗм… — Тусӑм, тискер кайӑксем те тӗрлӗ пулнӑ пек, вӑрмансем те тӗрлӗрен пулаҫҫӗ, — хуравларӗ Гаррис кулса. — Ах, вӑрӑ-хурах! Ачасем каллех халаплама пуҫларӗҫ. Манӑн ҫиленес, ятлаҫас килчӗ; эпӗ пурра, «Альгебрӑна» пӑрахрӑм та пӳлӗм тӑрӑх утма тытӑнтӑм. — Кӗсменсене пӑрах! Аллусемпе хӳмерен тӗкӗлен!.. Карточкине илсе килмерӗн-и? Тӗрӗссипе, ҫак таранччен сирӗнпе калаҫманшӑн манӑн хам ҫине те взыскани хурас пулать. — Пӗр каласан, ку халӗ кирлех те мар, мӗншӗн тесен, карап ҫине мӗнле лекесси ҫинчен эпӗ пурпӗрех пӗлместӗп, — терӗм. Пуҫӗсене силлекелесе, вӗсем Пугачев алли патне пыра-пыра кайрӗҫ, лешӗ вӗсене, каҫару парса, хӑйӗн шайкине йышӑнать. Вӑл ҫакнашкал хӑтланни тата сӳпӗлтетни, выляс кӑмӑла сивӗтсе, пире хытӑ кӳрентерчӗ, ҫитменнине тата Володя тӑнлӑ-пуҫлӑ тунипе ӑшра килӗшмесӗр тӑма та ҫук. Палуба ҫинче вахтеннӑй ҫеҫ ҫӳрет. Хӳрере пӗр рулевой юлнӑ. Ял варринчен хӗрсем юрлани илтӗннӗ. Марьянӑпа Устенькӑн янӑравлӑ куллине итлесе, пӗр икӗ хутчен вӑл чарӑнса тӑчӗ; лешсем, пӗрле пулса, тем тесе кӑшкӑрчӗҫ. Мотанелли каллех халӑх еннелле ҫаврӑнчӗ, халӑх тинӗс пек, ҫил иртсе кайнӑ хыҫҫӑн уйри тырпул хумханнӑ пек, хумханса кайрӗ. Ҫапла виҫсе вӗҫне тухма ҫук ҫӗр хӑвӑлӗнче пӗтрӗм! — Юрать пулсан, хула тӑрӑх илсе ҫӳре-ха мана, Роман Ильич. — Эпӗ асӑрхарӑм: эсир ӑна, вӑл сире паллӑсем туса кӑтартрӑр. Ҫак плана йышӑнчӗҫ, вара механике парӑн пусӑмне хӑпартма хушрӗҫ. Ҫак ним шанчӑк та юлман минутӑра аманнӑ ҫын тата тепӗр хутчен хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл хӑйӗн ҫывӑх ҫыннисенчен шӑпах ман чӗрне чухлӗ ҫӳлӗрех; таврашӗнчи ҫыннисене хӑратса хӑйне хисеплеттерме ҫакӑ ҫеҫ те ҫителӗклӗ. Чи ответлӑ самантра, ҫапӑҫу пуҫланнӑ чух, оборона вӑтаҫӗрринче тӑракан виҫҫӗмӗш батальон аслӑ командирсемсӗр тӑрса юлчӗ. Унӑн инкӗшне те мӗн те пулин каламалла пулнӑ, анчах — мӗн калатӑн-ха? Ку — каҫхи ҫӑлтӑр: вӑл тӳпене тӗттӗмленсе ҫитичченех тухса ларать. Вӑл тӳрех ҫӗр айнелле, шалалла анса каять. Пӗр-ик сехет ансанах эпир гранит сийне ҫитмелле. Ылтӑн хакне вӗсем питӗ аван пӗлеҫҫӗ. Ҫапла ӗнтӗ — эпӗ пули-пулми шкула мар, Хусанти университета вӗренме каятӑп. Оборона тӗлӗнче ҫакӑн пек сӑмахсем янӑраса кайрӗҫ: «Тӑшман хӑш-пӗр хӑраса ӳкнӗ интеллигентиксем кӑтартса панӑ пекех вӑйлӑ мар. Лудовик Святой ырӑ… ырӑ… ырӑ… тата ӑслӑ патша пулнӑ… — Ахаль мӗнле вара? Суту-илӳ пирки Талькав хӑй калаҫма пулчӗ. Манса кайман-ши вӗсем ун ҫинчен? Ун листа вӗҫӗнче тӑракан ячӗн малтанхи саспаллийӗн вӑрӑм та илемлӗ хӳри Санина ун илемлӗ пӳрнисене, ун аллине аса илтерет… Асту: эпӗ — Симански номерӗсенче, 13-мӗш номерте. Кирек мӗн чул йӗрсен те, куҫҫуль вута сӳнтереймест. Шубин амӑшӗн юлашки ыйтӑвне пурнӑҫланӑ Анна Васильевна: Павел халь дачӑра, флигельти пысӑках мар пӳлӗмре пурӑнать. Кашни кунах эпӗ, тутасене юри култарса, темле урӑхла курӑнма тӑрӑшаттӑм, унпала шӳтлесе калаҫаттӑм, чӗрем хамӑн юратупа хыпса ҫунатчӗ. Анчах шӑпах ҫав вӑхӑтра коридорта палланӑ йывӑр ура сассисем, тата нумай йышлӑ свита тӑпӑртатса утса пыни илтӗнчӗ. — Ну мӗнех вара? Эсӗ вӑтанакан каччӑ. Салтак, урисемпе ҫӗре тапса тӑрса, лашине хӑй патнелле туртрӗ, тепри, чышкине ҫӑварӗ патне тытса, тӗрме еннелле темскер кӑшкӑрчӗ, кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн, хӑлхине унталла тытса, пуҫне хӑяккӑн ҫавӑрчӗ. Шӑплӑха Симурден пӑсрӗ. Ик эрнене яхӑн курман ӗнтӗ эпӗ Олеҫҫӑна, вӑл хамшӑн мӗнлерех хаклӑ та ҫывӑх пулнине халӗ вара нихӑҫанхинчен те уҫҫӑн ӑнланса илтӗм. Йывӑҫсем ҫинче ӳсекен тутлӑ ҫимӗҫсемпе тӑраничченех апатлансан тата таса ҫӑл шывӗ ӗҫсен эпир Стромболи гаванне кайма тухрӑмӑр. Ҫакна хирӗҫ Мьюноди мана ҫакнашкал калаҫусене хуларан ҫирӗм мильре ларакан хӑйӗн виллинче калаҫма авантарах пулни ҫинчен асӑрхаттарчӗ. Пултараймасть. — Мана, старике, илетӗр-и? — ыйтрӗ Абрамов ҫемҫен кулса, — Яков ӑна илмесӗр тӑма пултарайман. Поляксен республики те пулӗ, совет республики пулӗ, вӑл Потоцкисемсӗр, — вӗсене эпир тымарӗ-мӗнӗпех кӑклӑпӑр, совет Польшинче хамӑр хуҫа пулса тӑрӑпӑр. Анчах мӗнле вӑрттӑн тӗллев пулма пултарать-ха Гаррисӑн? — Хӑраса ӳкмерӗр пулӗ те? Эпӗ пӗлмен те эсӗ пирӗн хыҫҫӑн пынине. Пирӗн ракетӑн корпусӗ хӑйӗн витӗр ӑшша яман пирки каютӑра вӑтам температура тӑрать. Тула тухнӑ чухне Хӗвел ытлашши пӗҫертесрен кашниех хӑйпе пӗрле пысӑк сунчӑк илет. Чун вӑл — простой ҫынсен халлапӗсенче вунӑ сӑмах хушшинче пӗрре тӗл пулакан сӑмах, пилӗк пуслӑх укҫа пекех пит ҫӳрекен сӑмах. Анчах минут та иртеймен, вӑл каллех шаккама тытӑннӑ. Каласса вара вӑл никама та мар, Дик Сэнда каларӗ. Акӑ мӗнле вӑл вӗреннӗ ҫын пуласси. — Эсӗ мӗн паян, праҫник кунех сӗретӗн? — кахаллӑн ыйтрӗ Артамонов, сак ҫине ларса. Вӗсем, калаҫса татӑлмасӑрах, пӗр-пӗринпе питӗ хытӑ кӑмӑлсӑрланса, уйрӑлса кайрӗҫ. Мюльреди каласа панисем Гленарванпа унӑн тусӗсене хӑратса пӑрахрӗҫ. Эп трубкӑна ҫакатӑп. Тӗлӗрнипе часах ӑна йытӑсем чупни курӑннӑ; акӑ ҫӑмламас, ватӑ пудель чупса иртнӗ. Вӑл ӑна паян урамра курнӑ. Унӑн куҫне шур илнӗ тата сӑмси патӗнче ҫӑм пайӑркисем пур. Пире валли утӑ ҫулса пама ӳркенменшӗн христус пулӑштӑрах сире». Вӑл Франци тронӗшӗн питӗ кирлӗ ҫын. Пурте вара хыпӑнса-хыпкаланса ӳкрӗҫ, пукансемпе кӗмсӗртетме пикенчӗҫ, кула-кула ячӗҫ. — Унта ман хушамат ҫук! Лаша Плетнёва: — Музыка кала! юрла… — тесе ҫыпӑҫать. — Акӑ сире манӑн Катя та, — терӗ Одинцова, пуҫне сӗлтсе ун ҫине кӑтартса. Лешӗ хапӑл тусах йышӑнӗ, кичем мар-им вара ӑна? Бандикут — хутаҫлӑ барсук. Вӑл илемсӗр чӗрчун. Том урари пуҫ пӳрнипе тусан ҫинче йӗр турӗ те ҫаплӑ каларӗ:— Ҫак йӗр урлӑ каҫ анчах, эпӗ сана питӗ хытӑ хӗнетӗп, вырӑнтан та тапранаймӑн. Эсӗ Ленӑсем патӗнче хваттерте пурӑнатӑн-и? — Анчах, ун пек-кун пек пулсан, эсир пуртӑпа ан тивӗр… Эсӗ, Артур, ҫавӑн пек тӑвас пулсан, эпӗ каймастӑп тесе Рима ҫырса ярӑп. Шӑрӑхран ниҫта кайса кӗме май ҫук вӗри чухне шыв шампӑртатни тата шыва кӗрекен ҫын шавлӑн сывлани хӑлхана лайӑх кӗвӗ пек ачашласа тӑрать. Халӗ ӗнтӗ — пачах урӑхла. — Чим-ха, Паганель… — тесе пикенсех тытӑнчӗ майор. Вӑл, чӑнахах та, ҫӑткӑн пулман. — Кала тӗрӗссине, самай чукмарах пулнӑ ӗнтӗ, — терӗ юлхавлӑн Базаров. — Ахалех, мӗншӗн тесен паян ыттисем пӗри те пушӑ мар. Эпӗ Андрей Петрович мана мӗн каласса кашнинчех тахҫан малтанах пӗлсе тӑраттӑм, чӑнах: манӑн чун саннипе пӗрлех ҫӗре персе анатчӗ те саннипе пӗрлех ҫӗкленетчӗ. Эпӗ вӗсем патӗнче апатлантӑм. Монсиньор Беллони: вӑл пит нумай вӗреннӗ ҫын, тесе ҫырать. Кун пек хӗрпе эпӗ калаҫма пултарайман та, пӗлмен те. Калам-ха эп сана, кунран япӑхрах япала та пулнӑ. Андрей тата тепӗр минут хушши пек вырӑнтан тапранмасӑр, куҫӗсене аллисемпе хупласа ларчӗ… Аслати умӗн ҫанталӑк улшӑнассине ҫӗр ҫинче кирек мӗнле чӗрчун та сиснӗ пекех манӑн та ӑшӑм-чикӗм темӗне сисет. Маркиз алли айне лекнӗ пӗрремӗш ачана тытнӑ: ку Гро-Ален пулнӑ иккен. Ача кӑшкӑрса ячӗ: — Эпӗ хӑратӑп! Хӑратӑп! Аркадий пуҫне тайрӗ. — Ну, ҫакна кухньӑна илсе кай… Пӗр пилӗк миля тӳрӗ пырӑр. Хальхи вӑхӑтра сирӗн чире романтикӑллӑ е кӑткӑс чир тесе шутламаҫҫӗ. Сирӗн станицӑра мӗнле, коллективизаци пирки мӗн те пулин илтӗнкелет-и е ҫук-и? Анчах вӑл Иван Иваныч доктор мар. Вӑл, алчӑраса, пусӑрӑнса, тарӑхса, стена ҫумне ҫурӑмӗпе тӗршӗнсе тӑнӑ, хӑй енне тӑснӑ Фома аллисене сире-сире янӑ. Хула пама пултарнӑ апат ҫавӑ ӗнтӗ. Малалла ҫар канцелярийӗсем тӑрӑх сулланса ҫӳресси унӑн ҫакӑнтан пуҫланса кайрӗ те вара. — Мана тӳрех ун патне ертсе кай, унтан вӑл мана курсанах: «Акӑ сирӗн тусӑр, Билли» тесе кӑшкӑр. — Пӗлетӗп. — Вӑт ӑҫта килсе кӗтӗмӗр! — кулкаласа калатчӗ кукамай. — Нумай, — хуллен малалла калаҫрӗ вӑл. Чиркӗве Полли мӑнаккӑшӗ, ун хыҫҫӑн Мэрипеле Сид, вӗсем хыҫҫӑн тата Гарперсен йышӗ, пурте хура тум тӑхӑннӑскерсем, пырса кӗрсен, чиркӳре ҫав тери шӑп пулса тӑчӗ. Кӗлтӑвакансем пурте пӗр ҫын пек, вӑл шутра ватӑ пачӑшкӑ та, вӗсене хисеплесе ура ҫине ҫӗкленчӗҫ те ҫав пӑчланнӑ ачасен тӑлӑха юлнӑ хурӑнташсем малти сак ҫине вырнаҫса ларичченех ура ҫинче тӑчӗҫ. — Мӗншӗн-ха Павка? Амӑшӗ вӗсем вӑрманта, шурлӑхра пухусем тунине пӗлет, вӑл слободка тавра ҫӗрле утлӑ полици ыткӑнса ҫӳренине те, сыщиксем, йӑпшӑнса ҫӳресе, уйрӑм рабочисене тыта-тыта ухтарнине, ушкӑнсене хӑваласа салатса, хушӑран пӗрине е теприне арестленине те пӗлет. Картлашкасем алтарь патне илсе хӑпартнӑ, вӗсем ҫине кӗҫӗн мӑчавӑрсемпе хӗрарӑм-кӗлӗҫсем тимпансемпе, систрӑсемпе, флейтӑсемпе те хӑнкӑрмасемпе тӑра-тӑра тухнӑ. Ҫӗршыв ҫийӗн иртнӗ ҫулҫӳревсен ҫав тӑвӑлӗ кӑмӑллӑ тупусен румбӗ ҫине куҫрӗ. Юрко пӗр-пӗрне пуҫ тайнӑ хушӑра хӑйӗн кӳрши енне ҫавӑрӑннӑ та: «Мӗн эсӗ, ӗҫ хӑвӑн вилӳсен сывлӑхӗсемшӗн», — тенӗ хыттӑн. Каҫӗ ӗнерхи пекех лӑпкӑ, анчах тӳпере пӗлӗтсем сахалтарах — тӗмесем, ҫӳллӗрех чечексен мӗлкисем лайӑхах палӑраҫҫӗ. Тӗлӗнмелле, эпир Володьӑпа иксӗмӗр ҫеҫ чухне сехечӗ-сехечӗпе чӗнмесӗр ларатпӑр, анчах пирӗнпе пӗрле ним шарламан тепӗр ҫын кӑна пултӑр, пирӗн хушшӑмӑрта вара тӗрлӗ япаласем ҫинчен питӗ интереслӗ калаҫусем тапранаҫҫӗ. Унӑн хупӑ куҫӗсен умӗпе тӗлӗнмелле, канӑҫсӑр тӗлӗксем шӑва-шӑва иртрӗҫ. Каҫхине, ҫывӑрма хатӗрленнӗ чухне, Наталья упӑшкине:— Савӑнӑҫлӑ чухне атте пит аван ҫын, — терӗ. Малтанхи пекех ыратни, ура тупанӗнчен пуҫласа ҫӳлелле, ӳт-пӳ тӑрӑх чиксе хӑпарчӗ. — Авӑ Марконе юланутпа, леш кӗтесре, — сасартӑк пӑшӑлтатса каларӗ Микель. Час-часах эпӗ ӑна кӗнекесенче вуласа курнӑ тӗрлӗ историсене каласа пӗлтеретӗп, вӗсем пурте арпашса кайса канлӗхсӗр, илемлӗ пурӑнӑҫӑн пӗр тем вӑрӑмӗш историйӗ пулса, пӗрле вӗресе ҫыпӑҫса ларнӑ. Вӑл вӑрахчен кукамай пӳлӗмӗнчен тухмасӑр тӑчӗ, ҫав вӑхӑтра эпир пурте диванлӑ пӳлӗмре пӗр сассӑр лартӑмӑр е кам малтан кӗресси ҫинчен пӑшӑлтаткаласа илтӗмӗр. Шлюпка пире хуса ҫитеймест ӗнтӗ: сӑмсах ӑна пирӗн куҫ тӗлӗнчен пӳлчӗ. Пыратӑп эп сана качча, кӗтсех тӑр! — Эпӗ пӗлетӗп. Тӗппипех ҫунса кайнӑ кил вырӑнне сиксе тухсан, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те, аллипе сулса, сӑмахӗсене ҫилтен хӳтӗлесе, татах тепӗр хут кӑшкӑрчӗ: — Кунталла-а! — Мӗнле эсӗ кулатӑн? Ҫак вӑхӑтра эпӗ пурне те ӑнланса илтӗм. Эпӗ пӳртрен тухрӑм, хама хам ҫав тери начар туятӑп, мӗнле инкек килсе ҫапать-ши, вӑл хӑҫан пулать-ши тесе пӗрмай шухӑшлатӑп. — Николай Антоныч, е эсир вӑрҫас тетӗр пулсан?.. — Ҫак ҫын Марья Васильевнӑна вӗлернӗ, — тепӗр хут каларӗ Николай Антоныч. Пӗри кунта, тепри лере ырласа кӑшкӑрнисем, тӑрӑхласа каланӑ сӑмахсем илтӗнеҫҫӗ. — Кӑмӑла каймасть ҫак япала, — тенӗ Фома. — Пирӗн телее, вӑл нимӗнех те тума пултараймасть, — терӗ полковник, чӗнсем ҫинчен аса илсе; унтан кулса ячӗ. Юланутлӑ хӗрарӑм ту хушӑкне анса каймалли ҫӗре ҫитме ӗлкӗриччен лассо унки ун мӑйӗ тавра явӑнса илӗ. Мӗн кирлӗ сире манран Риккардо? Джеммӑна кӗтсе ларакан Кэтти мӗн пулни ҫинчен пӗлсен, вӗри шыв тата сурана ҫыхма кирлӗ япаласем илме чупса кайрӗ. Кӑнтӑрла ҫитиччен вӗсем кашниех ачасем хушшинче «хулара ак часах тем илтӗнӗ» тесе сӑмах сарма ӗлкӗрчӗҫ. — Эсир те тутлӑ ҫимӗҫсене юрататӑр-и? Вӑл, Василий Николаич, хӑй патне приказчика чӗнсе илнӗ те, хӗрелсе кайнӑскер, хӑвӑрттӑн сывласа: «Ман патӑмра эсӗ тӗрӗс пул, никама та ан хӗсӗрле, — илтрӗн-и?» тесе каланӑ. — Апла пулсан эпӗ халех киле кайӑп та, хатӗрленсе тӑрӑп тата лайӑх лаша тупӑп. Пӗр Жан Лермит кӑна, офортист, ӑнсӑртран кӑна суда пырса кӗнӗскер, халь кӑна курса ирттернӗ ӗҫ ҫинчен шухӑшланӑ. Пӗр икӗ ҫул каялла, ӑна Егорушка та питӗ лайӑх астӑвать-ха, N хулинчи ярмӑрккӑра пӗр палаканра Соломон еврейсен пурнӑҫӗнчи, йӑли-йӗркинчи хӑшпӗр сценӑсене каласа панӑччӗ те, куракансем ӑна йӑлтах мухтаса пӗтернӗччӗ. «Ака ӗнтӗ икӗ ҫул пулать Иван Ивановичпа Иван Никифорович хирӗҫсе кайни, ҫавӑнтанпа пӗри пынӑ ҫӗре тепри ура та ярса пусмасть». Эсӗ кӗнекесене тӑраничченех ҫӑтнӑ, пӗсехӳне туллиех чышса тултарнӑ, — тетчӗ Уҫӑп, ман ҫине чакӑр куҫӗсемпе тимлӗн пӑхса; — вӗсем мӗне пӗлтернине пӗлсе илме хӗн. Директор куҫне хӗснӗ те, жандарм пуҫӗпе сулнӑ та — ҫын ҫук та! Кӗленче ӑшне пӑрака тапса тухать вӗт трубисем те, ҫурӑлма пултараҫҫӗ! Халь кунтан вӑйлӑрах отряд кирли сисӗнмен. — Пӗлместӗп. Ҫак самантра уйрӑмах вӑйлӑ — виҫҫӗмӗш — сирпӗнӳ кӗрлерӗ. Юханшыв тӑрӑх пӗрле ҫул ҫӳренине аса илетӗп те хам умра ялан чӗрӗ Джима куратӑп: кӑнтӑрла та, ҫӗрле те, уйӑх ҫутинче те, аслатиллӗ ҫумӑр вӑхӑтӗнче те эпир унпа сулӑ ҫинче ишетпӗр, калаҫатпӑр-и унта, юрлатпӑр-и е кулатпӑр. Тулӑксӑр — пирӗн пурнӑҫ… Ҫӳлелле пӗр пек хӑпарса анакан ҫак хоботсем юханшыва типӗтме хатӗр пек туйӑнчӗ. Ара, ара… ку ҫаплах… — Эпир хамӑра мӗн усӑллӑ тесе шутлатпӑр, ҫавӑнпа ӗҫлетпӗр, — терӗ Базаров. — Унтан каярах пулсан? Широкогоров хӑйӗн шухӑшӗсене аталантарма пултарайман пирки, калаҫу нимӗнсӗрех татӑлчӗ, вара вӗсем Воропаев патӗнче, тӗл пулма килӗшрӗҫ. Ун сӑмаххисене илтсен, эпӗ хӑрамалли япала та курас ҫук тесе шанма пуҫларӑм. Хӑрасах кибиткӑран сиксе тухрӑм та куратӑп: крыльцо ҫинче анне тӑрать, вӑл темле хытӑ кӳреннӗ кӑмӑлпа кӗтсе илет мана. Священниксем пӑшӑлтатса, каялла чакрӗҫ. Вӑл кун проповедь каламалла пулман, ку йӑлана хирӗҫ пынӑ япала пулнӑ, анчах кардинал хӑйне кӑмӑла кайнӑ пек те тума пултарнӑ. Синьора? Мӗн калӑр ҫакӑн пирки? Чӑн сӑмах? Исполком председателӗ, хӑйпе пӗрле Корчагина тата виҫӗ коммуниста илсе, икӗ хутчен бандитӑн ҫӗнӗ йӗрӗсем ҫине ҫитсе пуснӑ, анчах Антонюк кашнинчех тара-тара хӑтӑлнӑ. Тӗн йӗркине хирӗҫ тӑракан паттӑрсене чиркӳ таврашӗнче ӗҫлекен пупсем мӗнле йывӑр асаплантарни ҫинчен малалла вуласан, эсӗ тата ытларах пӗлӗн-ха. Мӗншӗн эсир ман ҫырӑва хирӗҫ хуравлас темерӗр-ха? Мана арӗслени ҫинчен хыпар илнипе пирӗн пӗтӗм килйыш хуйха ӳкнӗ. Марья Николаевна ҫав тери телейлӗн курӑнать — Санин тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗ унран: унӑн пичӗ ҫинче кӑмӑлӗ тулнӑ ача-пӑчасенни евӗр телей ҫиҫсе тӑрать. Вунпӗр сехет ҫапсан, Мартини тӑрса, шлепкине илчӗ те:— Эпӗ, киле кайса, сире валли хамӑн ҫул ҫӳремелли плаща илсе килӗп, Риварес. Камшӑн тата? — тӗлӗнсе кайнӑ Фома. — Эх, йӗксӗксем. «Эпӗ ун вырӑнӗнче анаттӑмах!» — шухӑшларӗ хисеплӗ ученӑй. Ман патра пилӗк минут ҫеҫ лартӑн, виҫӗ хут кулса та илтӗн… Шыва путаканӑн юлташӗ те ӳсӗрскер, хӗрлӗ ҫуҫлӗ, кукша пуҫлӑскер пароход хӗрринелле пыма хӑтланса пурне те чышкаласа мӗкӗретчӗ: — Сирӗлӗр! Мана темшӗн эсӗ Лукерья Нагульновӑран тарса килнӗ пек туйӑнать… Ҫакна кам пӗлнӗ, ҫавсем комета хӳри витӗр тухнӑ каҫ яланхи пекех лӑпкӑн ҫывӑрнӑ. — Ара, мӗн ӗҫленӗ, теҫҫӗ-ҫке-ха, ухмах пуҫ? Пирвай пуҫласа курнӑранпа унӑн тумтирӗнче те, хӑй епле ларса пынинче те нимле улшӑну та пулман пек туйӑнать. Тӗнче вӑрҫин тапхӑрне ас тӑвакансем тӳпенелле пӑхкаласа уйланаҫҫӗ: йывӑр тупӑсен снарячӗсем шӑпах ҫапла ӳлесе вӗҫетчӗҫ. Ҫапах та вӑл сана нимӗн те тумӗҫ, санпа вашават пулӗҫ тесе ӑнлантарчӗ. — Кам? — кӗскен кӑна ыйтрӗ вӑл, хулпуҫҫи ҫине шел тутӑрне уртса. Полозов каллех айккинелле пӑхса илчӗ. Каяр-ха, эсӗ ӑна ӗҫленӗ ҫӗртех тӗл пулӑн. Сашенька никамран малтан хыттӑн та татӑклӑн:— Эпир — социалистсем… — терӗ. Юлашкинчен, вӑл тӗлӗнсе ман еннелле ҫавӑрӑнса тӑчӗ. Темиҫе кун иртнӗ. Ирхине йывӑҫ ҫулҫисемпе курӑксем пӑспа витӗннӗ, юханшывӗ ҫыран хӗррипе ҫӳхен шӑннӑ. Сывлӑх, сывлӑх, Роман Ильич. Вӑл ӑна юратать, вӑл ӑна курасшӑн! Эпӗ чӗнмерӗм. Хам ҫаксене пурне те йӗркене кӗртсе тата тепӗр стакан ҫине ром тултарнӑ вӑхӑтра, сасартӑк пӗрлехи пӳлӗме темӗнле япала урайне йывӑррӑн кӗрӗслетсе ӳкнине илтрӗм. Пӳлӗме чупса кӗтӗм те урайӗнче пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӑсӑлса выртакан капитана куртӑм. Кама ҫилленеҫҫӗ-ши ҫав чансем? Алла пилӗке тытса, хушса тӑмалла, шавламалла, арпаштармалла, ҫынсене ӗҫлеме чӑрмантармалла. Ире хирӗҫ, ҫил-тӑман лӑплансан, шӑпланнӑ ҫӗре ҫӑра шур тӗтре хупласан, Алексее хырсен шавӗ витӗрех инҫетре ҫапӑҫу кӗрлени илтӗннӗ пек туйӑнчӗ: шартлатса ҫурӑлни, автоматсемпе винтовкӑсем шатӑртатни илтӗннӗ пек пулчӗ. Эсӗр ыйтнине эпӗ пӗтӗм чӗререн йышӑнатӑп, сирӗн пата, Хисеплӗ Ҫыннӑм, унпа калаҫнисенчен тата хам сӑнанисенчен мӗн аса илме пултарнисене пӗтӗмпех ҫырса яратӑп. Саша пуҫне хыттӑн сулса илчӗ те:— Эсир пӗлместӗр-и, ку чирлӗ ҫынна мӗнле апат юрать-ши? Анчах Мартини, Маркони ҫине пӑхсанах, пурне те тавҫӑрса илчӗ. Пӗрре, ҫуллахи шӑрӑх кун, Хӗрлӗ Тӑрнапа Шурӑ Кашкӑр вигвам сулхӑнне ларса черетпе пысӑк чӗлӗм туртнӑ. Манӑн учитель урайӗнче ҫывӑрать. Ҫине вӑл кӗрӗк витӗннӗ, улӑм тӳшек айне металран тунӑ темле япала хунӑ. Эпӗ ҫаплах-ха енчен енне ҫаврӑнкаласа выртатӑп, шыв ӗҫетӗп, тӑра-тӑра ларатӑп, чӗнтӗр пек тӗрленсе шӑннӑ чӳрече куҫӗсем ҫине пӑхатӑп. Уҫӑп каменщикран ыйтать: — Сан шутпа, ҫылӑха кӗмесен — ӳкӗнмелли ҫук, ӳкӗнмесен — ҫӑлӑнмалли ҫук вӗт? — Ик-виҫӗ мӑйӑр! — урнӑ пек ҫухӑрса ячӗ Мерри. Парайман кучченеҫ Луиза салху шухӑша кайса, юланутсем хыҫҫӑн пӑхса тӑчӗ. — Аван мар апла тӳрккессӗн калаҫма, вӑл кунта ют ҫын тата килӗнчен инҫетре. Тоня ӑна тытса чарма ӗлкӗреймерӗ. Том кӳрененҫи туса:— Тӗлӗнтеретӗр эсир мана, сударыня! — тет. Тепӗр ҫынна пулсан, Мересьев ҫиленетчӗ, тен, вӗриленсе кайса, ӑна хӑр-хар кӑшкӑрса та тӑкатчӗ пулӗ. Хӗрсем кулса ячӗҫ, Боримечка енне тӑрӑхлакаласа пӑхса илчӗҫ. Марья Ивановна, ҫырӑва чӗтрекен аллипе илнӗ те, императрица умне ӳксе, йӗрсе янӑ. — Йӑлтах-и?.. Кунта никам та килсе пӑхмасть. Офицерпе калаҫса татӑлни, лешӗ укҫа парса хӑварни, пурте ӑна тӗлӗкри пек туйӑнать. Анчах куҫӗсене ҫӗклесе пӑхсанах, вӑл алӑ ӗҫне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те йӑл кулса ура ҫине тӑчӗ: — Ай, турӑҫӑм! Вӑл, савӑнӑҫлӑ та тараватлӑскер, килнӗ хӑнапа темӗнччен калаҫатчӗ, Марья Васильевна вара кушетка ҫинче ларатчӗ, куҫ харшине салхуллӑн пӗрӗнтерсе пирус туртатчӗ. — Револьверу ӑҫта санӑн? Ӗҫе вӑл ҫӗнӗ типографире ҫеҫ тытӑнать, анчах ун валли тата тепӗр ҫын ҫитмест… Вӑл пӗр сехет хушши янӑрашса тӑчӗ, анчах йӗркеллӗ итлемелли нимӗн те пулмарӗ. — Мӗн кирлӗ сана? Чудовище… Вара, эпир асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, пуйнӑҫем пуйма пуҫларӗ, Кунӗн-ҫӗрӗнех ӗҫлерӗ, хӑйне пӗтӗмпех тискер ҫӑм-сухал пусса илчӗ, хӗлӗн-ҫӑвӗнех килти пиртен ҫӗлетнӗ пӗртен-пӗр йӗмпеле ҫӳрерӗ. Малтанхи хӑюсӑрлӑха майӗпенех пусарса, вӑл пианино ларнӑ тӗле пычӗ те кӑшт аяккарахра тӑрса итлекелерӗ. Жданов ҫыран ҫумӗ, 11-мӗш ҫурт, картиш». — Илья Васильевич патне пуҫ тайма килӗпӗр. Вӗри моторсем тӗлӗнче, ҫуллахи ӑшӑ ҫумӑр хыҫҫӑнхи пек, сивӗрех пӑс йӑсӑрланчӗ. — Эпӗ каялла таврӑнасси ҫинчен кӑшт сасӑ кӑларсан, вӗсем ҫав минутрах бунт пуҫлаҫҫӗ. Ирхине ирех вӗсен хыпарҫи пӗтӗм лагере ҫавӑрӑнса урӑх вырӑна куҫса каймалли ҫинчен пӗлтернӗ. Хӑйсем пӗртен-пӗр улма ҫеҫ ҫисе пурӑнатчӗҫ, ӗнтӗ улми те виҫӗмкунхинех пӗтрӗ. — Подполковник аллипе сӳрӗккӗн сулчӗ. Спэнглер отрядӗнчи лашасем те ҫав сукмакпа кайнӑ-мӗн. — Чуп-ха часрах шыв патне, тӑванӑм, вӑл иксӗмӗртен те ытларах пурӑнать. Темле юмахри пек йӑлкӑшакан тӳлек ҫутӑ сӑрхӑнса тӑрать пек ҫак хурӑнтан. — Епле пӑшӑрханас мар, Колчо? Мистер Ольбинет уҫӑлтаракан шывсене хатӗрлесе пушанаймасть, мӗншӗн тесен вӑтӑр градуслӑ шӑрӑхра вӗсене питӗ нумай ӗҫеҫҫӗ. Кам та пулин ҫурта ҫутса ярсанах, пурте ушкӑнӗпе ун патнелле чышӑннӑ; тавлашу пуҫланса кайнӑ, ҫурта хуҫи паттӑррӑн хиреҫ тӑнӑ, анчах ҫуртине ҫийӗнчех; унӑн аллинчен ҫапа-ҫапа ӳкернӗ е сӳнтере-сӳнтере лартнӑ. Каллех тӗттӗмре ахӑлтатса кулнисем илтӗне-илтӗне кайнӑ, вӑйӑ вара ҫӗнӗрен пуҫланнӑ. Робеспьер ҫынсене питех те хӑвӑрт суйласа илнӗ. «Эх, Остап, Остап!» кӑшкӑрчӗ Тарас, ун патнелле васкаса, хӑйӗн таврашӗнчи ляхсене купӑстана туранӑ пек тураса. — Пӑхӑрах, чунӑмсем, пӑхӑрах! — мӑкӑртатса илчӗ амӑшӗ, чей пӗҫерсе. Шуйханса пӑшӑлтатнисем илтӗне пуҫланӑ. Ҫурт ҫук. Ну, ку пачах урӑхла ӗҫ. Юлашки вӑйне пухса, Алексей ун патнелле ярса пусрӗ те ун ҫине тирӗнсе кайрӗ, пӗчӗк хыр юппинчен янахӗпе ҫакланса тытӑнса тӑчӗ. Вара, ӑшӑнса, ҫийӗнчех ҫывӑрса кайрӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен, сывлама йывӑр пулнипе вӑранса кайрӗ. Чӗнсе пӑхас пулать». Кӑмӑлсӑррине палӑртакан сасӑпа вӑл калатчӗ: — Ман шутпа, сире, Евгений Васильевич, пуҫа ҫавӑн пек каҫӑртни сиенлӗ! — тетчӗ. Каласа панӑ? Минут та иртмерӗ пулӗ, Макҫӑм пичче сасартӑк хӑйӗн костылӗсемпе урайне ҫиллессӗн тӳплеттерсе илчӗ. Шепердсонсемпе Грэнджерфордсем пӗр пристаньпе усӑ кураҫҫӗ, вӑл пирӗн ҫуртран икӗ миля тӑварах, эпӗ хамӑр ҫынсемпе пристане кайсан — илемлӗ лашасем ҫине утланса ҫӳрекен Шепердсонсене час-часах куркалатӑп. Унран пур енчен те марсиансем ҫакӑннӑ, йӑраланаҫҫӗ кӑна, вӑл чӗрӗ ҫак пӑтӑ айӗнче упа пек ҫаврӑнкалать, тӑшманӗсене хӑйӗнчен вӗҫерте-вӗҫерте ывӑтать, икӗ чӑмӑрӗпе тӳнккет. — Кам статьи? Ҫулла шӑрӑх, хӗлле шартлама сивӗсем те ҫил-тӑман, кӗркунне хӑрушӑ каҫсем — тӗттӗмлӗхе куратӑн та ун чух тискеррӗн вӗрекен тӗлсӗр-палсӑр ҫил сассине илтетӗн, урӑх нимӗн те, нимӗн те ҫук, чи асапли вара — ӗмӗр тӑршшӗпех пӗччен, пӗччен. Унӑн хӑрах енчи хӑмӑр мӑйӑхӗнче улӑм пӗрчи ҫакланса тӑнӑ, тепӗр улӑм пӗрчийӗ сулахай питҫӑмартинчи хырман сухал шӑрчӗ ҫине кӗрсе ларнӑ, хӑлхи хыҫне вӑл тин ҫеҫ хуҫнӑ пӗчӗк ҫӑка турачӗ хӗстернӗ. — Эпӗ сирӗншӗн ача ҫеҫ, — пӳлсе каларӑм ӑна. Унта ӗҫлекенсем — саладероссем выльӑх илме корралсене ҫӳреҫҫӗ; выльӑхсене вӗсем ласопа тытаҫҫӗ. — Ҫук, пеместӗп эпӗ. Куртӑн-и эсӗ, Павел, сана депутата ярасшӑн кам кӑшкӑрчӗ? Ун кӑкӑрӗнче хӑварнӑ хӗҫе кӑларса илсен, вӑл ҫавӑнтах вилсе каять. Ку чӑнах та ҫапла пулсан, ҫак утрав ӗнтӗ ҫӗр айӗнчи вут вӑйӗпе ҫеҫ пулса тӑнӑ. — Ме, тыт, уҫҫийӗ те, ҫырӑвӗ те, квитанцийӗ те пӗрлех, телеграммине янӑ ӗнтӗ, — унчченхи пекех васкавлӑн та шӑл витӗр мӑкӑртатса илчӗ хӗрача. Гретхен ман хыҫранах пычӗ те хӑех тӑрӑшса пӗр пӗчӗкҫӗ чемодана ҫул ҫинче кирлӗ япаласене пурне те пуҫтарса майларӗ. Анчах ученӑйӑн ӗҫ тухман: каҫ пулнӑ чух вӑл ниме асӑрхамасӑр маориецсен тепӗр лагерьне пырса кӗнӗ. Ку йӑхӑн ҫулпуҫӗ ҫӳллӗ маориец пулнӑ, вӑл ӑслӑ ҫын пулнӑ, акӑлчансемпе питӗ аван калаҫма пӗлнӗ. Атту — ӑсупа шыраса пӑх, ӑҫта эпӗ пытанса таратӑп — шыраса пӑх-ха акӑ! Хӳшӗре вунӑ ҫынна валли ҫителӗклех вырӑн пур. Ку хӳшӗне епле тиркес тесен те, ҫапах та вӑл ҫумӑртан ҫеҫ мар, сивӗрен те хӳтлӗх пулса тӑрать. Сирӗншӗн эпӗ нимӗн шеллемен, таса, тӳрӗ чунлӑ хӗрарӑм мӗн пама пултарнине пӗтӗмпех сире панӑ… Варя амӑшне кил картинче тӗл пулчӗ вӑл, хисеплесе сывлӑх сунчӗ: — Ну, сывлӑх сунатӑп, амӑшӗ! Вӗсем ҫӑра тӗмсем ӑшне кӗрсе кайрӗҫ, асӑрханарах йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ, ҫыран хӗрринче никам та ҫуккине курчӗҫ те часах хӑйсен пӗчӗк кимми ҫине ларчӗҫ, ирхи апат турӗҫ, табак та туртрӗҫ. — Ҫавӑ. Тинӗс вӗҫӗ ӑҫта пӗтет? Ун пек ҫыпӑҫуллӑ ҫынна эпӗ урӑх курман вара. Сунарҫӑ хӗрӳллӗн хирӗҫ каларӗ: — Зео Стумп хӑйӗн ватӑ шӑмми-шаккипе юлашки ултӑ ҫул хушшинче пӗрре те пӳртре тӑсӑлса выртман-ха. Эпӗ ҫырана тухни тӑват сехет те иртмерӗ пуль, машинӑна ман пата яма та ӗлкӗрнӗ. «Хисепле пансем! пире пӗр сӑмах калама ирӗк парӑр-ха, пӗр сӑмах; эпир сире халиччен илтмен япала ҫинчен калӑпӑр, ҫав тери кирлӗ япала ҫинчен калӑпӑр». Вӑл ман алла, суранланнӑ ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, хыттӑн ярса тытрӗ те ун патнех пӗкӗрӗлсе, вӗри сывлӑшӗпе вӑхӑт-вӑхӑтӑн ӳте пӗҫерттерсе, хӑвӑрттӑн темӗскер пӑшӑлтатма пуҫларӗ. Салтак ушкӑнӗсем аманнисене носилкӑсемпе ҫӗклесе пыраҫҫӗ. Ҫӗрле Ерофей Кузьмич хӑй те Андрее шырама каяс пирки шухӑшлакаласа выртнӑ-мӗн. Ку хыпара районтан халь кӑна илсе килчӗҫ вӗт? Ахаль чухне ҫапла калаҫҫӗ: хресченсем вӗсем — вак производительсен класӗ, вӑл класӑн членӗсем кӗрпекленсе пӗтӗм ҫӗршыв тӑрӑх сапаланнӑ, хӑйсен кая юлнӑ техникӑллӑ вак хуҫалӑхӗсенче кашни хӑйне пӗччен чакаланаҫҫӗ, уйрӑм харпӑрлӑх чурисем пулса тӑрса, помещиксен, кулаксен, купцасен, спекулянтсен, усламҫӑсен тата ытти ҫавнашкаллисен пӗр чарусӑр пусмӑрне тӳссе пурӑнаҫҫӗ, теҫҫӗ. Вара эпӗ форталла каяс та вилле Каса-дель-Корвӑна илсе каймашкӑн кама та пулин пулӑшма чӗнес терӗм. — Тит килте-и? — ыйтрӗ Нагульнов. Хуларан урӑх ҫынсем те килкелеҫҫӗ, пуринчен час-часрах ҫӳллӗ, илемлӗ кӗлеткеллӗ, ырхан та шурӑ сӑн-питлӗ, пысӑк куҫлӑ хӗр ҫӳрет. Ваҫили Андрейч ӑна пӗр-иккӗ туртса янӑ та тӗтӗмне ҫӑтса усси витӗр кӑларса янӑ, тепре те туртасшӑн пулнӑ, анчах пируска ӑшӗнчи тапакне ҫил вучӗ-мӗнӗпе улӑма вӗҫтернӗ пекех вӗҫтерсе кайнӑ. Эсӗ мана ҫутҫанталӑк ҫине кӑтартатӑн та: «Кунта та илем пур», тетӗн. Ан тун! Эсӗ Мускавра чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн хӑвна упрамарӑн, ун вырӑнне Венӑра тепӗр хут чирлесе ӳкрӗн. — Манпала-и? — Ну, шуйттан… ну, ӑна кайса илетӗп… — Вара тӳрех каялла тухса кай. Каи Куму та алтӑранӑ пек туйӑнчӗ. — Эпӗ сире юрататӑп: эпӗ — сирӗн тӑванӑр. Вара чӗлхесене вылянтарма, мана авторитет хушса пама пуҫлаҫҫӗ… Ав ҫавӑ, тусӑм, эсир кураканни, аллинче секирӑпа ытти инструментсем тытса тӑрать, вӑл — палач, лешсене ҫавӑ вӗлерет. — Шапах эсӗ кирлӗ те мана, кӑвакарчӑнӑм. Манӑн ҫынсем патӗнчи пек мар: кӗттереҫҫӗ, ҫырса пыраҫҫӗ, штраф тӑваҫҫӗ. Айвантарах вӑл, ҫапах кӑмӑллӑ мужик ҫав Гриша! Мӗн чухлӗ шуратрӑн вара эсӗ? Николай Антоныч мӑштах. — Мӗншӗн тесен, кулак кӗсрин калаҫӑвӗ те кулакла. Ҫывӑракансене вӑратас мар тесе, вӗсем шӑппӑн ҫеҫ кӑмака умӗнче тӗрмешме тытӑнчӗҫ. Ҫирӗм ҫул ӗлӗкрех кӑна-ха, Раковский пӗр ялта пӑлхав пирки сӑмах ҫеҫ хускатнӑ та, кайран хӑйне хӑвалакансенчен хӗрарӑм кӗпи тӑхӑнса аран тарса хӑтӑлнӑ. — Ку Андреев юлташ Ростоври партактивра тунӑ доклад. Пӗркеленчӗк ҫамки ҫине хӗрес хучӗ те тӑватӑ еннелле те ҫаврӑнса, ҫамкине ҫӗре перӗнтерсех пуҫҫапрӗ. Ромашов выҫса вилетӗп, тесе нӑйкӑшма пуҫларӗ, анчах эп ун ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӑм та, вӑл шӑпах пулчӗ. Мӗскӗн хӗрача хӑй хыҫҫӑн тепӗр ҫын хӑваланине курчӗ те нимӗн тӑва пӗлмесӗр чарӑнса тӑчӗ, унтан читлӗхри кайӑк пек каялла ыткӑнчӗ, буйволсен хӳттине тӑчӗ, лешсем хӑйӗн хутне кӗрес пур тейӗнех. Джек час-часах Дингӑна каҫса кайсах утланса ҫӳрет, лешӗ вара ача мӗн хушнине йӑлтах тӑвать: ӑмӑрту лашишӗн жокей мӗнле ҫӑмӑл, хыткан ача йытӑшӑн — унран та ҫӑмӑл ҫӗклем. — Кунта фронт ҫывӑхра вӗт-ха, апла пулсан ӗнтӗ — нимӗҫсем те нумайрах. Ав тип вар леш енче, катара, ҫутӑ сенкер тӳпе тӗлӗнче, ялти симӗс тӑрӑллӑ чиркӳ курӑнать; ав ял, улпут ҫурчӗн хӗрлӗ ҫивиттийӗ, ешӗл сад. — Чӑнне калӑр, хӑрамастӑр-и эсир, Ромашов? — ыйтрӗ Назанский шӑппӑн. — Ӑнлантарса парӑр-ха, мӗне пӗлтерет ку! Кӑштах хӑюлланнӑ тимӗрҫӗ малалла калама шут тытрӗ: «Сан патна килтӗм, Пацюк, турӑ пурлӑхне те, ырлӑхне те ҫителӗклӗ патӑр сана, ҫӑкӑрӗ те пропорциллех пулӑр!» — Халлӗхе ним те паллӑ мар-ха, Иван. Вӗсем кӑварланса выртакан вут йӗри-тавра пурте вилнӗ пек ҫывӑраҫҫӗ. Павлуш анчах, пуҫне ҫӗклесе, ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Исидора мӗн шухӑшлани те ҫавӑн пекех паллӑ пулнӑ, тата ҫавӑн пекех хӑйне асаплантарнӑ. Ҫак вӑхӑтра «Дункан» Брунсвик утравӗнчен тухса тӑракан сӑмсах патӗнчен иртсе пырать. Яхтӑн икӗ енӗпе те ытарма ҫук панорамӑсем. — Пӗлместӗп, Уэлдон миссис, ку манӑн тавҫӑру ҫеҫ, — тавӑрчӗ ҫакна хирӗҫ Халл капитан. — Ну, апла пулсан, арӗслесе района ӑсатма тивет. Юлташусене пӑхкаларах суйла, мӗншӗн тесен, ҫынсем хушшинче чир пек ерекеннисем пур… Ҫуратас вӑхӑт ҫитсен, — ку вӑл хура кӗркунне, пӗр ирхине пулнӑ, — арӑмӗн малтанхи асаплӑ кӑшкӑравне илтсенех, Игнат шуралса кайнӑ, вӑл темӗскер каласшӑн пулнӑ, анчах нимӗн те чӗнеймен, вара аллине ҫулнӑ та, арӑмӗ ӑшталанса выртакан каҫхи пӳлӗмрен тухса, аялти хута вилнӗ амӑшӗн кӗлӗ пӳлӗмне аннӑ. Невски проспектра халӑх нумай. Тротуар тӑрӑх хӗрарӑмсен ушкӑнӗ Полицейски кӗпертен пуҫласа Аничкин кӗперне ҫитиех чечек хумӗ пек шӑвать. Ҫав кун артистсем урӑх ӗҫлемерӗҫ. Манӑн темскер ырӑ мар япала пулса пырать. Хресченсем ҫынна шанса каймаҫҫӗ. «Ҫук, ӑнланмасть мана старик!» тенӗ пек илтӗнчӗ ҫав сасӑра. Анчах вилӗм пурне те пытарать, пурне те килӗштерет, — тӗрӗс мар-и ку? — Кайӑр тетӗп, сэр! Эпӗ хӑвӑрт ун патне тухрӑм. Утлӑ жандармсен саламачӗсем явкаланма пуҫларӗҫ, вӗсене урса кайсах хӗнерӗҫ. Анчах вӗсем хӑйсене хӗненине туйман пекех. — Ҫавӑн пирки килсеттӗм те ӗнтӗ эпӗ: сире Риварес патне кайса, ӑна хӑйӗн памфлетне ҫемҫетме ыйтма ярас, теҫҫӗ. Апла пулин те Ярмолӑн ҫутта тухас талпӑнӑвӗ пач та чакмасть. Математикӑн навигаципе ҫыхӑннӑ пайне вӗренмелли вӑхӑта кӗтсе, Дик нумай вуланӑ, пӗлӳ пухнӑ, ӑна уйрӑмах географипе ҫулҫӳревсем ҫинчен ҫырнисем илӗртнӗ. — Мӗнле-ха апла, ӗмпӗчи, эсир хӑвӑрах мана каласаччӗ-ҫке… — Ҫитет сире ҫак! — асӑрхаттарчӗ тахӑшӗ кичемреххӗн. — Ак ҫыпӑҫрӗҫ ҫав панихида ҫумне. Вуннӑмӗш хут. Джемма сасартӑк хӑйӗн ашшӗ Артура асӑнса лартнӑ чул хӗресе тата ун ҫине:«Мӗнпур хумсем те тӑвӑлсем иртсе кайрӗҫ ман тӗлтен» тесе ҫырнине аҫа илчӗ. Хула йӗри-тавра ялсем ларса тухнӑ пекех, пысӑк вӑрмансем тавра та вӗтӗ хунавсем ӗрчеҫҫӗ. Вӑрмансемпе ҫав вӗтлӗхсем пӗр-пӗрин хушшинче пур ҫӗрелле те чавса тунӑ ҫӗр айӗнчи ҫулсемпе ҫыхӑнса тӑнӑ. — Ӑҫта каяс-ха, паллах — киле. — Эпӗ, Давыдов юлташ, пулман, анчах пӗлетӗп. — Иван Иваныч, мӗн пулчӗ сана? — тесе ыйтнӑ хуҫи хуртан. Кун каҫа вӑл темиҫе хутчен те мантан ыйтрӗ: — Вулатӑр-и, Максимыч? Ку — капмар эрешмен, — унашкаллисем ҫӗр ҫинче тинӗс тӗпӗнче ҫеҫ ӗрчеҫҫӗ. — Чӑн сӑмах, кирек камран ыйтса пӑх хӑть. Вӗсен аллисенче пуртӑсем йӑлкӑшкалаҫҫӗ. Тинӗсре ахӑрса тухнӑ ҫил-тӑвӑлӗ те пире тӗрӗс ҫул ҫине кӑларчӗ. Вӗт-шакӑрсене — мыскара курма,Ват стариксене — хаяр вилӗмпе вилме! Пичче йӑнӑшмасть, вӑл пӑртак тишкерсе пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫапла каларӗ: — Ку пулӑ темиҫе ҫӗр ҫул ӗлӗкрех вилсе пӗтнӗ пулӑсен ушкӑнӗнче шутланать, вӗсен чулланса выртакан юлашкисене ҫӗрӗн пӗр тапхӑрӗ тепӗр тапхӑрне куҫнӑ вӑхӑтри тӑпрасен сийӗнче тупаҫҫӗ. Каҫхине вара, кантурта ларнӑ чух, вӑл картишӗнче, чӳрече умӗнче Тихон сассине илтрӗ: — Йытӑ ҫурине мӗншӗн туртса илтӗн? — Ташлатӑп та, анчах начар ташлатӑп. Хампа хам калаҫса утатӑп: кӑшт аяккалла кайса шухӑшласа ҫӳресен, паян ирхине эпир мӗншӗн хамӑр пӳлӗмре пулманнине ӑнлантарма ҫӑмӑлрах пулӗ мана. Каллех пурте тӑчӗҫ, каллех, малтанхи пекех, судьясем кӗрсе вырнаҫса ларчӗҫ. — Уйӑрӑласшӑн пулсан эсӗ, мучи, ан парӑн. Унтан хӗрлӗ кӑтра ҫӳҫлӗ, симӗсрех куҫлӑ, илемлӗ кӗлеткеллӗ хӗрарӑм пырса кӗчӗ; вӑл ман ҫине ҫилленнӗ пек пӑхса илчӗ те, шурӑ хӗре хулӗнчен тытса, ӑна ҫавӑтса тухса кайрӗ. Ӑна шанчӑксӑр ҫын вырӑнне хурса тытмасан та, хӑйсен тӗнне пӑхӑнман ҫын тесе, ним мар ҫапса вӗлерме пултараҫҫӗ. Хулари пек тумланнӑ ҫын тенипех ӑна тапӑнаҫҫӗ. — Паллах ӗнтӗ, Иван Захарович пулнӑ, — терӗ Цимбал, Сталинпа калаҫаканни кам пулнине тӗплӗн пӗлнӗ хыҫҫӑн тарӑхса. Тӗттӗмленнин куҫас хӑвӑртлӑхӗ 1 минутра 60 километра, е секундра пӗр километра ҫитет. Вӑл ҫӗр тӗпне аннӑ пекех ҫухалчӗ. Вара Катенька мана: «Хӗр пуян ҫынна качча тухма шутлать-тӗк, вара ку юрату пулмасть, пуянлӑх ниме пӗлтермен япала ҫеҫ, уйрӑлса пурӑннӑ чух та сӗвӗрӗлме пӗлмен юрату кӑна чӑн-чӑн юрату пулать, терӗ (ку сӑмахсемпе вӑл хӑй Дубкова юратни ҫинчен систерсе каланине ӑнлантӑм эпӗ). — Мӗнле хушатӑр, — ответлерӗ Базаров. — Халӗ эсир мана айӑпланине хирӗҫ эпӗ мӗн ответленине итлӗр, — терӗ Сильвер. — Эпӗ пунктсем тӑрӑх ответлесе пыратӑп. Хӑй умӗнче леш тӗнчерен килнӗ ҫынсене курнӑ пек, вӑл Егорушкӑн хӑмач кӗпипе кӳме ҫине куҫне пӗр мӑчлаттармасӑр та ҫӑварне карса пӑрахсах тӗлӗнсе, хӑраса пӑхать. Энрико! Вӗсем ишме чарӑнчӗҫ. Йӗнерленӗ урхамахсем вӗсене ҫил арманӗ хыҫнелле вӗҫтерсе тухрӗҫ, унта, мӑн ҫул ҫинче, ҫуллахи такансемпе таканланӑ лаша чӗрнисем ҫавраҫил пек ҫавӑрттарса ҫӗкленӗ ҫуркуннехи ҫӑмӑл тусан чылайччен йӑсӑрланса тӑрса юлчӗ. Тӗлӗнмелле те хӑрушӑ тӗлӗк куртӑм эпӗ ҫав каҫхине. Унӑн сассине илтсен, эп, савӑнса кайрӑм, анчах ман хаваслӑх ҫумне именни тата намӑсланни хутшӑнчӗҫ. — Йӑвинчен ҫӗтсе кайнӑ ав, ӑҫта та пулин пырса ҫапӑнать те унтах тул ҫутӑличчен ларса ирттерет, — терӗ Павлуш. — Эпӗ… Эпӗ сире кӳрентересшӗн пулмарӑм… — Ку ыйту пирки калаҫнӑ ним ыррине те памӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Андрей пӗтни ҫинчен пӗлсен, вӑл сасартӑках сӑнран та, чун-чӗре тӗлӗшӗнчен те улшӑнса кайрӗ. — Анчах вӑл меслет халиччен аван пулнӑ вӗт, — кӑмӑлсӑрланса каларӗ Мартини. Уэлдон миссис, Негоро ҫухалнӑранпа сисчӳленнӗскер, палламан ҫынна питӗ тинкерсе пӑхрӗ пулин те, вӑл хӑйне хӑй тытнинче, ун сӑмахӗсенче ним шанчӑксӑррине та асӑрхамарӗ. Иван! — терӗ тепӗр хут старик. — Эсӗ, тӑванӑм, пуҫланӑ пичкерен пама ыйт. Пӗлесчӗ — мӗн ҫинчен калаҫма пулать ҫавӑн пек хӗрпе? Вӗсем халӗ хӑйсене ҫак палата стенисем хыҫӗнче мӗн кӗтсе тӑни ҫинчен, хӑйсене тӑван чаҫре мӗнле йышӑнасси ҫинчен, мӗнле ӗҫсем кӗтни ҫинчен шухӑшларӗҫ. Тавтапуҫ пулӑшнӑшӑн. Эпӗ сана кунта кӗтсе тӑрӑп е ҫул ҫине хирӗҫ тухӑп. — Ҫак ылханлӑ калаҫура эпӗ пӗр сӑмахне ӑнланатӑп пулсан (мана ҫакса суллатчӑр, — терӗ вӑл), ку арауканецсен чӗлхи, эпӗ пӗлсех тӑратӑп! Пурте кулса ячӗҫ. — Санран пулайраччӗ-ши? — терӗ Боб. — Эсӗ йӑраланса тӑнӑ хушӑра пире вӗсем пуҫтарса та хуратчӗҫ. Юлашкинчен хуҫа мана хӑй патӗнче мӗн виличченех тытса усрама хатӗрри ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл хӑй калакан сӑмахсене пите хытӑ тимлесе итлме хушрӗ. Ниловнӑн ӑна:— Савнӑ чунӑмҫӑм, эсӗ ӑна юратнине эпӗ пӗлетӗп вӗт… — тесе калас килет. Эпӗ ӑна пӗлетӗп, эпӗ хам господасем патӗнче хӗрӗх ҫула яхӑн пурӑннӑ, манӑн тир ҫине нумай ҫырса хунӑ. Унӑн пуҫӗ ҫинчи шӗвӗр калпак чӗтренет. — Каях, кай, — терӗ малалла Шубин, — эпӗ ахаль ҫеҫ, эпӗ сана чарса тӑмастӑп, турех сада кӗр, унта эсӗ Еленӑна тупатӑн. Вӑл сана кӗтет пулас… тепӗр тесен, вӑл кама та пулин кӗтет… Залра, пасарти пек, шав тӑнӑ, тӑвӑр та пӑчӑ пулнӑ. Эпӗ хурӑнташ тесессӗн, вӑл мана хурланнӑ пек: — О! — терӗ. Кама кӗтнӗ эсӗ? Хускалнӑ сурӑхсем, шӑн тислӗк ҫипе чӗрнисемпе тӑпӑртатса, шарт! аяккалла сикнӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, Александр Анисимович, пурӑнса курнӑ эпӗ — ҫӗрпе хам хырӑма та тӑрантарса пурӑннӑ, хам ҫумра ыттисене те тӑрантса усранӑ. Эпир мӗн чухлӗ каялла чакатпӑр, ҫӗршыва, пурлӑха пӑрахса хӑваратпӑр, нуша куратпӑр, ҫапах та, ҫук, ҫак вӑрҫӑ нумайӑшне чӗререн пырса тивеймен-ха! Федоровскин пичӗ хӗп-хӗрлӗ хӗремесленсе те ҫилӗпелен чалӑшса кайнӑ, янахӗ чӗтӗрет. Мӗн тума кирлӗччӗ вӑл сире? — Сыхланӑр, — асӑрхаттарчӗ Анна Сергеевна: — эпир Порфирий Платонычпа сире ҫапса салататпӑр. «Мӗнле апла?» Пирӗн ыранхи пурӑнӑҫ ун пек пророкланисем мӗн хака тӑнине лайӑх кӑтартса парӗ. — Туйӗ хӑҫан вара? Урӑх пӗр самант та ирттерме юрамарӗ. Пфрр… ниепле те ҫак шампана туртса кӑлараймастпӑр… Патак, патак, патак… перо шӑхӑрать, патак, хут ҫине чернил тумлать. Федотов Лисицинпа нумайччен калаҫса ларнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн вара Развалихинӑн ӗҫӗсем тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Вӑл хӑй тӑрӑххӑн тулли кӑмӑлпа пӑхса илчӗ, пальтоне аллипе шӑлкаларӗ те амӑшӗнчен: — Каяс-и? — тесе ыйтрӗ. Эпӗ курса пӗлесшӗн пулнипе тӳсеймесӗр тӑни манӑн сывлӑха сиен кӳме пултарассине курсан, пичче мана итлерӗ. Тутлӑ шӑршӑллӑ уртӑш тӗмӗ хушшинче, унӑн ҫутӑрах кӑвак ҫырлисене тутипе хыпа-хыпа илнӗ чух, темле сарӑхнӑ ҫулҫӑсен пысӑк чӑмӑрккине асӑрхарӗ. Вӑтам ҫын хӑрушлӑхпа чӑрмав пур ҫӗре хутшӑнма юратсах каймасть. Пӗрин хыҫҫӑн тепри Умански, Поповически, Каневски, Стбеликивски, Незамайковски, Гургузив, Тытаревски, Тымошевски куреньсем тухрӗҫ. Ромашов, сӗтел тавра ҫаврӑнса, Николаев патнелле ҫывхарнӑччӗ ӗнтӗ, лешӗ ун ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илчӗ те, алӑ парас мар тесе, ҫав самантрах пӑрӑнса ларчӗ, хӑй кӳршипелен юриех пысӑк кӑсӑклӑхпа калаҫма пуҫларӗ. Килхушшинче ҫынсем нумай пулнӑ. Николай Антоныч, — терӗм эпӗ хыттӑн, — пурнӑҫра пӗрре те пулсан ӗненӗр мана. — Кала-ха, тархасшӑн, — тесе сӑмах пуҫларӑм эпӗ, — эсӗ нумайранпа пулӑҫра-и? — Мӗн пулчӗ, Леночка? Виҫӗ комисси — медицина, мандат тата пӗлӗве тӗрӗслемелли комиссисем пулмалла. Ҫапла-и аттеҫӗм? Ҫав вӑхӑт часах ҫитессе шанса тӑратӑп. Тӗмескеллӗ вырӑнта, чутун ҫул валли хӑйӑр кӑларнӑ каръерта, таҫта Катызовка ялӗнче антӑха-антӑха кайсах ҫухӑрать хуткупӑс сасси, масар хӳми хыҫӗпе яланах ӳсӗр ҫӳрекен Мячов тимӗрҫӗ юрласа утать, — эпӗ ӑна юрри тӑрӑхах палласа илетӗп. Вӑл Василие юратса пӑрахнӑ, лешӗ ӑна ирӗкре пурӑннӑ вӑхӑтранпах пӗлет, ун чухнех ӑна качча илме сӑмах панӑ. Чан ҫапакан пӳлӗмӗн витӗрех курӑнакан чӳречи пӗрре хупланать, тепре уҫӑлать, унӑн ҫӳллӗ чӳречи пӗрре ҫуталать, тепре тӗксӗмленет; е ун витӗр пӗлӗт курӑнать, е темле мӗлкепе хупланать. Урса кайсах кӗрӗк ҫухинчен ҫатӑрласа ҫыртса лартнӑ йытӑ ҫав тери вӑйлӑ туланӑран, вӑл, тайкалана-тайкалана пулин те, хӑй ҫурӑмӗ ҫинчи йытта пӗр икӗ чалӑша яхӑн сӗтӗрсе пычӗ. Эпӗ вӑл моряк пулнине те вилнине ҫеҫ пӗлетӗп-ҫке-ха. «Шуйттан илесшӗ, — тетӗп хам ӑшӑмра, — ӑҫтан-ха ӑна тинӗс тарӑнӑшне виҫме шухӑш килсе кӗнӗ? Эпир хамӑр илсе килнӗ тумтирсене питӗ лайӑх тӗрӗслерӗмӗр, сакӑр кӗмӗл доллар тупрӑмӑр, вӗсене ашӑкран тунӑ кивӗ тумтир ӑшне ҫӗлесе хунӑ иккен. Эпир хӑвалӑха чӑмса кӗретпӗр, ҫыранран ыткӑнса анатпӑр та пӑр тӑрӑх вӗҫтеретпӗр. Кун пек протезсемпе утса ҫӳреме мар — лисапетпа (велосипедпа) ярӑнса ҫӳреме, барышньӑсемпе полька-бабочка ташлама пулать… — Мӗнле тет-ха, эпӗ пит лайӑх астӑватӑп. Асту акӑ, Тулун пек урса каятӑн… Чышкусем ав сан кир пуканӗ пек те… — тесе ответленӗ. Унта пирӗннисем пулнӑ, батальон командирӗ те унтах пулнӑ. — Чарӑн! Питт пирӗн ҫӗршыва кинжалпа чикнӗ, хӑйӗнне — тӑшмана сутнӑ: хӑйӗн тӑван ҫӗршывне намӑслантарни — ӑна сутнине пӗлтерет. Асамлӑхӗпе тыткӑнлакан темӗнле ытармалла мар юмах пулса тӑчӗ ҫак каҫ пӗтӗмпех. — Вӑл мӗнле те пулин пӗр-пӗр хӗрарӑмран тытӑннӑ пулӗччӗ. Ну, калӑпӑр, манран. Ансӑр тип ҫырмасенчен пӗринче шыв усрамалли вырӑн пулать. Кил мар, хӗрарӑм мӑнастирӗ: ялан пӑшӑл-пӑшӑл, пӑшӑл-пӑшӑл. Пӗчӗклех тем те тӳснӗ, — ассӑн сывларӗ Уэлдон миссис. Ҫур ҫухрӑм пек иртсен, манӑн урасем шӑнса кайрӗҫ, эпӗ вара вакунра ҫӑм чӑлхана хывса сумкӑна хунине аса илтӗм» Ӑҫта сумка? Шпион ӳкрӗ! Ахальтен мар ваттисем: «Негра пӳрнене тыттарсан, вӑл пӗтӗм алла татса илет», тенӗ. — Пур пӗрех. Хӑш-пӗр салтакӗсем те Вланг пекех хӑтлана-хӑтлана пынӑ. Вӗсен пичӗсем ҫинче хӑраниех палӑрман пулсан та, шикленни вара палӑрнӑ-палӑрнах. Эсир ҫавӑн пек пӗчӗк ӗҫпех лӑпланма пултармалла-и вара, эсир хӑвӑрах хӑвӑршӑн медицина ҫук тесе ӗнентереттӗр мар-и ҫав? (Хаваслӑ кулаҫҫӗ, нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) — Синьор Риварес, — терӗ Джемма, — манӑн хваттер кунта инҫе мар. Астӑватӑп, эпӗ, ҫӗрте, ҫурӑмпа темле вӗри япала ҫумне тайӑнса лартӑм. Тытса хупнисем пулсан, пӑхӑр, кирлӗ-кирлӗмара кӑларса ывӑтӑр. Пӗлмен эсӗ вӗсемпе туслӑ иккенне, пӗлнӗ пулсан, нихӑҫан та килес ҫукчӗ. Сӑрсем, тӗссем сийӗн-сийӗн юхаҫҫӗ, ҫӑралаҫҫӗ, вӑхӑт-вӑхӑт пачах пӗтсе лараҫҫӗ те тепӗр ҫӗрте каллех сиксе тухаҫҫӗ. — Арестант, арестант! — янӑраса кайрӗ чӳрече айӗнче хӗрарӑмӑн тап-таса чӗнкӗрти сасси. Матрос ӑна чемоданпа рюкзакне йӑтса тухма пулӑшрӗ, Воропаев ура айӗнчи ҫӗре савӑнӑҫлӑн туйса илчӗ. Вӑл хуралса, ҫурри ҫунса кайнӑ хут татӑкӗ пулнӑ, ӑна тӗпӗк вырӑнне патрон ӑшне хунӑ пулмалла. Ӗнтӗ юлашкинчен ҫирӗп сасӑ — молчать! — тени кирлӗ. Е пӑхӑнмалли кӑмӑллӑ хӗрарӑма халиччен курма май килменнипе-ши? Пулса иртни хӑйне кӗтмен ҫӗртен ирӗке кӑларнине те сисмерӗ вӑл, каюра шӑтӑкӗ ӑна Алвиш факторинчен тухма май пани ҫинчен те аса илмерӗ. Вӑл хӑйӗн икӗ ҫивиттинчен пӗрне илсе, вӑрӑм хӑю чӗрсе кӑларчӗ те, шыҫӑннӑ пакӑлчак сыппине хытӑ ҫыхса лартрӗ. Беловзоров пуҫне тайрӗ те пӳлӗмрен тухрӗ; эпӗ те унпа пӗрле тухрӑм… Халӗ вӗсем асап курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен, ытлашши нумай, ытлашши тӑтӑш хӑйсем асап тӳсни ҫинчен янӑраса калаҫаҫҫӗ! — Сирӗн преосвященство! — кӑшкӑрса ячӗ лешӗ. — Вӗренме пуҫлас тесе эсӗ ахалех васкарӑн. Аннӳ чирлӗ выртни те, ыйхӑсӑр иртнӗ каҫсем те сана ҫав тери ывӑнтарса ҫитернӗ. Анчах, — тӑсрӗ вӑл калаҫӑва, — эс каламарӑн-ха мана: «Пилигрим» ҫинче укҫа тавраш пулман-и? — Пит те сахал! Мана темиҫе ҫӗр доллар ҫеҫ тупма май килчӗ. Эпӗ Евгений Онегина хӑтарас тетӗп, Гришкӑна та тав тӑвас тетӗп. Стоян пичче хунар тытса вӗсен умӗн утрӗ, кайран алӑка питӗрсе хучӗ. «Ах, шуйттан, киле таврӑниччен тӳрех унта чупмаллаччӗ-мӗн, — ҫивӗччӗн шухӑшларӗ вӑл. Жухрай ҫухални тата килте пӗр пӗччен пурӑнасси Павела ҫав тери кичем. Эпӗ шутларӑм: Олеҫҫӑна хам тухса каясси тата авланасси пирки каласан, ӗненӗ-ши вӑл мана? — Вара эпӗ хам ӑна ҫырткалама сӗнӗп. — Ӑҫта ҫӑра уҫҫисем? Вӗсем пӗри-пӗр сиккелемеҫҫӗ, пурте пирӗн самолет ҫине пӑхаҫҫӗ. Карӗ те Лермонтова хӑй сӗтелӗнчи ещӗк ӑшне питӗрсе хурса ӗҫлеме тытӑнчӗ. Онбаши Огнянова алӑксем патӗнче хураллама килӗшрӗ. Ӑна чиркӳренех тытса кайма аван мар, терӗ вӑл: халӑх та шуйхӑнма пултарать, Огняновӗ хӑй те хирӗҫ тӑма пултарать. Гленарван инкек пулассине систерекен туйӑмсемпе асапланать. Ак тупата, мӗнле пулса тӑма пултарать иккен тӗнчере!.. Сана кичем иккенне, сан тахҫанах качча кайма вӑхӑт ҫитнине мӗнле хаҫат ҫине ҫырнӑ? — Линь татӑлчӗ? — ыйтрӗ Дик. (Сӑмахӗсене сиктеретчӗ-ха вӑл). Пытӑн та партбилетна кӑларса патӑн, ялхуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнӑп, тесе хӑвартӑн… Ромашов ун умне курӑк ҫине ӳкрӗ, выртрех те темелле, лешӗн урисене ыталаса илчӗ те чӗркуҫҫийӗсене вӑрахченех хыттӑн-хыттӑн чуптурӗ. Доктор Полярнӑйӗнче службӑра …Ҫӗр хута эпӗ хам каллех аманнӑ пек тӗлӗксем тӗлленнӗ, Иван Иваныч доктор ман ҫинелле пӗшкӗнет те эпӗ ӑна: «Абрам, вьюга, пьют» тесе каласшӑн, — калаймарӑм, чӗлхесӗр пулса лартӑм пек. — Чӑнах ҫапла, е вара цифрсем нимӗне те тӑми пулчӗҫ-и? Хальхи чи вӑйлӑ телескопсем витӗр миллион ҫӑлтӑр таран курма пулать, анчах вӗсене пурне те католога кӗртме май ҫук. — Ҫапла! Вӑл сӳнни пилӗкҫӗр ҫул та пур. Ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхатчӗ те ыйтатчӗ: — Хохол калать: унта та пирӗн пекех пурӑнакансем пулӗ-и тен, тет, — эс епле шутлатӑн, тӗрӗс-и вӑл? — «Ҫӳрерӗм, ҫӳрерӗм эп унпа, хулара кӗмен кил юлмарӗ пуль — тарҫӑ ӗҫне парасшӑнччӗ, анчах никам та илмест… Пӗр улахра вӑл ӑна тӗттӗм ҫенӗкре ҫавӑрса тытрӗ те, пӗтӗм кӗлеткипе стена ҫумне хӗссе лартса, ҫиллессӗн те типпӗн ыйтрӗ: — Мана качча пыратӑн-и? Ҫынсен кӑмӑлӗ каллех ҫемҫелчӗ… Ӳкнӗ чухне анраса кайса вӑл темиҫе секунд хушши тӑватӑ ура ҫинче тӑчӗ. — Эсӗ вӑт тиркесе калаҫатӑн, сана тиркесе калаҫма ир-ха, сан пек чухне ӑспала мар, куҫпа пӑхса пурӑнаҫҫӗ! Эсӗ мӗн тетӗн? — Ӑна арестленӗ. Чартков портрета пӑхнӑ чухне татах старикӗн куҫне ытла та пултаруллӑ ӳкернинчен тӗлӗнчӗ; вӗсем ӑна тек хӑрушшӑн туйӑнмарӗҫ, кашни пӑхмассерен чӗрере темле кӑмӑлсӑрлӑх кӑна сисӗнсе тӑчӗ. — Ҫӑрттан мучи ӗсӗклесе илчӗ те шывланнӑ куҫне таса мар ҫитса кӗпе ҫаннипе шӑлчӗ. — Санӑн тата Шутоломовӑри хресченсемпе мӗн пулнӑ-ха? Эпӗ ҫинӗ ӗнтӗ. Ҫак куҫҫуль мӗне пӗлтернине ӑнланса, Пӑван пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе илчӗ. Грот ялав пекех усӑнса аннӑ. Вӑл ӗҫре мана никам та — эсир те, анне те пулӑшаяс ҫук пек туйӑнчӗ. Деренков хваттерне ҫавӑн йышши ҫынсем пӗр ҫирӗме таран пухӑнатчӗҫ, — вӗсем хушшинче пӗр японец та пурччӗ — духовнӑй академи студенчӗ Пантелеймон Сато. Ҫак сӑмахсене илтсенех эпӗ тӑрса аяккалла тинкерсе пӑхрӑм, анчах шыв ҫийӗ халӗ те пӗлӗт йӗрӗпех пӗрлешсе тӑрать. Ман атте питӗ ырӑ кӑмӑллӑ ҫынччӗ, сан аннӳ ҫылӑха кӗни ҫинчен аттене хӑй каласа парсан та вӑл унпа уйрӑлмарӗ. Вӑл ӑна улталанӑ ҫынна Италирен халех тухса кайма ҫеҫ хушрӗ. Эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ, вӑл ҫын миссионер пулса Китая кайнӑ. Ӑна унта мӗнле йышӑнни. — Ырӑ ҫынсене пусарма вӑй пур санӑн, Макарушка! Тарҫӑ ӗҫне вӗренсе ҫитнӗ Петр улпут ывӑлӗн алли патне пымарӗ, аякран ҫеҫ ӑна пуҫ тайрӗ те, каллех хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ. Ахӑрнех, тутлах пурӑнайман пулас. Унсӑр пуҫне тата «Пилигрим» ҫинче Дик ҫеҫ капитана улӑштарма пултарать. — Хӑварӑр кунта, ӗҫӗ те пӗтрӗ! Ҫак кӑмӑллӑ ҫын хуйхине чӗрене хывакан, хӑй патне хӳтлӗхпе канаш ыйтма пыракан кашни хӗрарӑмпа кӑмӑллӑ калаҫакан партийкӑна Павел лайӑх пӗлет. Ӗнер киле кӑнтӑрлахи апата кайма тухнӑччӗ. Тинех мана Рада ҫинчен ан асӑнтар та. Вӑл утравсен ҫыранӗ хӗррипе тинӗс енчен, май килейсен, тӳрех те ҫул тытнӑ пулмалла-ха… Пӳлӗм варринче, сӗтел ҫинче, панулми, апельсин, персик, иҫӗм ҫырли тӳпелесех тултарнӑ карҫинкка ларать, ҫимӗҫӗсем чӑн-чӑннисенчен те лайӑхрах та кӗренрех, анчах вӗсем чӑн-чӑн ҫимӗҫсем мар, мӗншӗн тесен кӑштах вистеннӗ сӑрӗ айӗнчен шурӑ гипс е пурӑ курӑнать. Хӗстер, хӑрт мана, — укҫа ыйт, ну? Прохошка аялалла ҫавӑрӑнса кая пуҫларӗ. Павкӑна унӑн сарлака ҫурӑмӗпе пысӑк пуҫӗ лайӑхах курӑнаҫҫӗ. Лере чухне хаҫачӗ «Зорницӑччӗ», листавки те Богоров кӗнеки пирки пӗлтерни пулса тӑчӗ. Ҫавӑн пек самантсенче ун ҫине пӑхсан, унӑн чӗринче уҫӑмлах мар юрӑ кӗвви евӗр палӑри-палӑрми шухӑш тӗвви ҫуралса янӑрама тытӑнать, теме пулатчӗ. Тата тӑваттӑмӗш йӗркере тепӗр «luсо» тенӗ сӑмаха та уйӑрса илтӗм, вӑл «авалхи таса вӑрман» тени пулать; чӑнах та виҫҫӗмӗш йӗркинче «tabiled» тенӗ сӑмах палӑрать, ку пӗтӗмпех еврей сӑмахӗ; юлашки йӗркери «mer», «аrс», «mere» тап-таса француз сӑмахӗсем. Шӑпах ҫавӑн чухне вӑл 78 страницӑри снаряд ӳкерчӗкне ӳкерсе хӑварнӑ. Эпӗ тавлашмастӑп, тӗрӗс, улпутсем ҫумӗнче пурӑнма канлӗрехчӗ — мужик чухӑн пулни вӑл улпутсемшӗн усӑллӑ мар, — вӑл пуян та ӑслӑ мар пулсан, вӗсемшӗн лайӑх, акӑ мӗн кирлӗ вӗсене. Эпӗ сире сӗнетӗп… Ҫакӑн пек ирӗклӗхшӗн кача пӳрнери юнӑма та тумлам паман пулӑттӑм. Хулана пынӑ мужик хулари пӗр-пӗр вырӑна епле тӳртерех каясси ҫинчен ыйтать пулсан, ӑш яланах йӑнӑш ҫул кӑтартса яратчӗҫ, — ун пек тума пурте ҫав тери хӑнӑхса ҫитнӗччӗ, вӑл ӗнтӗ ултавҫӑсене хӗпӗртеттерме те пӑрахнӑччӗ. Анчах мӗнле вӑй-хӑват та мӗнле шанчӑк парса тӑнӑ-ха вӗсене ҫав тӳпе, хӑйӗн хисепсӗр йышлӑ ҫӑлтӑрӗсемпе ҫутатса, чӗлхесӗр те пулин вӗсен хутне тӳреммӗн кӗрем пек пулса!.. Вӑл илемсӗр, ырханкка, пысӑк пуҫлӑ, ҫухӑрашка сасӑллӑскер, унӑн сасси вара ҫаплах темӗнччен хӑлхара янӑраса тӑрать. Вӑл пит илемлӗ те хӑраман господин! Темӗнле пысӑк вӗҫен кайӑксем ҫак йывӑҫсем ҫинчи йӑвасем тавра ҫуйхашса явӑнса ҫӳреҫҫӗ. Леноре Санин чӑн-чӑн дворянин иккенне ӗненчӗ, вӑл князь пулманнишӗн кӑшт тӗлӗнчӗ те. «Эпӗ сирӗнпе вӑтанса тӑрса калаҫмӑп, мӗншӗн тесен амӑшӗн таса тивӗҫӗ мана ҫапла тума хушать» — тесе малтанах асӑрхаттарчӗ. Полковник — паҫӑрхи тарӑху аппетитшӑн калама ҫук усӑллӑ пулчӗ тейӗн — уйрӑм тутӑлӑхпа та ҫав тери илемлӗн ҫирӗ, ҫавӑнпа ун ҫине пӑхмашкӑн питӗ кӑмӑллӑччӗ. Ҫырманалла кӗрсе ҫухалатчӗҫ те вара сасартӑк, тӳттӳрӳт сассипе каллех уялла сапаланса тухса, «ура» кӑшкӑрса, параппан сассисем усаллӑн янтратса тӑнӑ хушӑра, штыкӗсене шӑрт пек тӑратса, тӳрех пирӗн пӳрт патнелле чупатчӗҫ, пирӗн пӳрте вӗсем акӑ халех ҫӗр ҫинчен хӑйпӑтса ӳкерсе, утӑ капанне салатнӑ пекех, салатса тӑкас пек туйӑнатчӗҫ. Лешсем — кӑшкӑрма пуҫланӑ… Кай каялла, тавах. Ку ӗнтӗ пушшех те ирсӗрлӗх. — Мӗн вара? Эсӗ мӗн, эпир ҫынсем мар, ӗҫ выльӑхӗ, тесе шутланӑ-и? — ҫилленсе ыйтрӗ Устин. Унта-кунта ҫеҫ хӑй тӗллӗн акӑннӑ ыраш хӑмӑлӗсем курӑннӑ, анчах вӗсем те питӗ ҫинҫешке, начар пулнӑ. Ҫак ҫын кунта пулнисенчен нумайӑшӗсем пӗлекен Б. художник пулчӗ. — Халех, халех, савнӑ ывӑлӑм, халех. Лозневой ывӑҫри йӗкелӗсене ҫӗрелле, ула-чӑла ҫулҫӑ ҫинелле сапрӗ те, Хмелько ҫумӗн иртсе кайрӗ, утнӑ ҫӗртех ӑна хӑлхаран пӗр сӑмах персе хӑварчӗ: — Вилмеллискерсем! Чимӗр-ха, мӗн ҫинче чарӑнсаттӑмӑр ҫак эпир? Священник, кӗлӗ йӗркипе, ун енне ҫаврӑнса ыйту парсассӑн, вӑл чӗтресе илчӗ, чунсӑр пек пулса тӑчӗ, анчах ҫапах та васкамарӗ, татах кӗтет. Ҫилпе те хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ сӑн-питлӗ юланутҫӑсем, йӗнерӗсем ҫинче пӗр тайӑлмасӑр, кӗтеселле хӑвӑрт кӑна пӑрӑнаҫҫӗ те, батарейӑсем пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗтлӗхелле кӗрсе ҫухалаҫҫӗ. Асӑрхануллӑ алӑ чӳречене шаккать. Артём пӗренесем хыҫне пытарнӑ винтовкӑна илчӗ те затворне туртса кӑларчӗ, штыкне хыврӗ, унтан, пӑшала кӗпҫинчен тытса, пӗтӗм вӑйӗпе хӳме юпи ҫине ҫапрӗ. Тумтир ҫеҫ тупма пултараймасть вӑл. Ӑна вара пуринчен малтан тумтир кирлӗ!.. Ҫавӑнпа дон Сильвио Мартинеца пӑхӑнса тӑракансем пурте Исидорӑна ӑраснах хисепленинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук — ӑна пулас хуҫа пек хисепленӗ. Темскер мӑкӑртатрӑм эиӗ. Ҫак хавхалану мана вырӑн ҫинчен тӑратрӗ, эпӗ аннене мӑйӗнчен ыталаса илетӗп, пуҫӑмпа унӑн кӑкӑрӗ ҫумне тӗршӗнетӗп те пӳлӗне-пӳлӗне:— Ах, юратнӑ аннеҫӗм, мӗн тери саватӑп эпӗ сана! — тетӗп. Ҫак кӗске сӑмах ӑна шал енчен ҫутатнӑ пек тата тул енчен пурне те ӑнланмалла пек турӗ. Нимӗскере те ан пӑхӑр. — Ман шутпа ҫакна тӗрӗс шутласа кӑларма хӗн, — терӗм эпӗ. Анчах хура элчел урӑхла пӳрчӗ те, — вулакан ӑна часах хӑех пӗлӗ, — арӑм та мана тӑван ҫӗршывра тытса чарма пултараймарӗ. — Халӗ ӗнтӗ Нагульнов ҫинчен. Йывӑрлӑхран хӑраса ӳкнӗ ҫынсем тепӗр эрнеренех саланса пӗтсен мӗн тӑвӑпӑр тата? Мӗн хӑтланса пӗтнӗ-ха вӑл кунта? Хӗр питех те ывӑнса таврӑнчӗ, унӑн сӑнӗ те шурӑхса кайнӑ. Пӗрре ҫеҫ ӑна Ирландирен килнӗ юристпа калаҫнине курнӑ. Ан тивнӗ пул! — Тӗлӗнтерет-ха ку мана! — терӗ Игнат, шанмасӑртарах, ҫухалса кайнӑ пекрех кулса илсе. Давыдов ӑна хапха умӗнче кӗтсе тӑрать-мӗн, хул айне пӗр пысӑках мар ҫыхӑ хӗстернӗ хӑй. — Ҫӑмӑлах мар-тӑр ҫав! Джо индеец тӑрса ларчӗ, йӗри-тавра пӑхкаларӗ, хӑйӗн юлташӗ ҫине пӑхрӗ те салхуллӑн кулса илчӗ: юлташӗн пуҫӗ чӗркуҫҫийӗсем ҫинеллех усӑнса аннӑ. Унтан Джо ӑна урипеле тапкӑ пачӗ те ҫапла каларӗ:— Тӑр! Ӗҫ ҫине хальхи пек пӑхнине пӗтерсе хумалла ҫеҫ. Никам та пырас ҫук, терӗм эпӗ Вальӑна. Ҫапла каламаллаччӗ те сирӗн. Йӗплекен сурчӑкне аран-аран ҫӑтса ярса, вӑл:— Апла пулсан ӑна ан тух, факт! — Сӑмах майӗпе эпӗ сирӗнтен акӑ мӗн ыйтса пӗлесшӗн, господин доктор: ҫак дворецра пирӗн Суворов чарӑнса тӑма пултарнӑ-и? Эпӗ ӑна пит тӑнласах итлесе лармарӑм. Унӑн вӑрӑм куҫхӑрпӑкӗсем куҫӗ ҫинелле усӑннӑ. Пир пек, уйӑх ҫути пек шуранка вӑл; анчах тӗлӗнмелле, ытарма ҫук чипер, ҫав тери чипер! Лаша патне тухам-ха эппин. Пӑхса кӗрем. Тата ҫивӗчрех куракансем ҫав «ҫарта» вырӑс салтакӗсене куртӑмӑр тесе те шантарчӗҫ, ҫӗлӗкӗсем лапсӑркка иккен вӗсен. Мӗн тума тӑмалла-ха? — Саншӑн кӳренӳллӗ мар-и вара? — тӗпчесех ыйтнӑ Фома. Мана полковник сире юлташӑрсем ирӗке кӑларма плансем хатӗрлени ҫинчен каласа пачӗ. Карчӑксем те, хӗрарӑмсем те. Ку колхозри ӗҫсем ҫакӑн пек ӑнасса кам шуйттанӗ пӗлнӗ-ха! — Эпӗ ҫар ҫыннисен отрядне кӗретӗп! Вӑл вара… — Ҫук, унӑн шухӑшӗсем урӑхла. — Джемма! Джемма! Час-часах «Московский Листокра» Леонид Граве ҫырнӑ стихсем тӗл пулаҫҫӗ, мана вӗсем пит кӑмӑла каяҫҫӗ, эпӗ вӗсене хӑшпӗрисене пӗчӗк тетрадь ҫине ҫырса илетӗп, анчах хуҫасем поэт ҫинчен ҫапла калаҫҫӗ: — Старик вӗт, хӑй тата стихсем ҫырать. Гро-Ален кӳме кантринчен пушӑ турӗ те шартлаттарма тытӑнчӗ. — Ах, ачамҫӑм! Соня йӑл кулчӗ, хӗрелсе кайрӗ, ҫавна май ытла та илемленчӗ, ун ҫине пӑхуҫӑн, эпӗ те хӗрелтӗм. Пӗр ҫырӑвӑн сыпӑкне вуласа кӑтартма ирӗк парӑр мана. Ректор-атте унта ҫуккине пӗлсе, вӑл Монтанелли кабинетне кӗрсе кӗнекине ҫӳлӗк ҫине хунӑ та кайма ҫеҫ хатӗрленнӗ, сасартӑк ун куҫне сӗтел ҫинче выртакан кӗнеке курӑнса кайнӑ. Ун умӗнче ҫине таткаланса пӗтнӗ тумтир, урине тӗлӗнмелле япаласем тӑхӑннӑ, мӑйне таса мар алшӑлли ҫыхнӑ, нумайранпа пит-куҫне ҫуман Павел тӑрать. Шӑпах ҫав тӗлелле пӗр пысӑк ӗҫ пулса иртнӗ: ҫынсем пысӑклатса пӑхмалли труба шухӑшласа кӑларнӑ. — Апла эпир халь молокан патне каятпӑр ӗнтӗ! — хыттӑн калаҫрӗ Кузьмичов. Ҫав самантра ҫӑл патнелле хамӑр ҫумранах икӗ майра иртсе кайрӗҫ: пӗри ҫамрӑк темелле, тепри вара ҫамрӑк та кӗрнеклӗ. Ҫапла тытатӑр-и эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра? Инҫех те мар Мельников вилли выртнӑ тата хандшпуг ярса тытнӑ Вланг куян пек таптарса чупни курӑнса кайрӗ. Вуллӑн хуппине тасатнӑ. Ун ҫинче аран-аран палӑракан икӗ пысӑк хӗрлӗ саспалли курӑнать. «Кирлӗ мар Бородатыя! — Йӗри-тавра салтаксем тӑнине вӑл та асӑрхарӗ, вара, юлашкинчен, Озеровӑн аллисене ячӗ те пӗр капитаншӑн кӑна мар калаҫнӑ пек, хытӑрах калаҫма тытӑнчӗ: — Кирек мӗнле пулсан та, полк хӑйӗн задачине пурнӑҫларӗ. Артур кӗнеке вулама пуҫланӑ, анчах ытла та тимлӗн вуланине пула, вӑл алӑк уҫӑлса хупӑннине те сисмен. Ман умма, пӗчӗкҫӗ сӗтелсенчен пӗрин ҫине, кӑвакарчӑн ашӗнчен пӗҫернӗ паштетӑн пысӑк порцине пырса лартрӗҫ. Эпӗ, кашкӑр пекех выҫӑскер, ҫав тери кӑмӑлтан ҫирӗм. Ҫав хушӑра Дэнс, хӑйне сахал мар мухтанӑ сӑмахсене итлесе, тухса кайрӗ. Ҫынсем пӗр-пӗрин ҫийӗ пӑха-пӑха илнӗ. Вӑл район центрне тухса каяс умӗн кӑна ҫине тӑрсах Гремячий хуторӗ тӑрӑх: Банника хӗненӗшӗн Нагульнова судпа айӑплаҫҫӗ, ӑна ӗҫрен кӑларса пӑрахаҫҫӗ, хупсах лартаҫҫӗ пулмалла, тенӗ сӑмах ҫӳретчӗ… — Чирлекелет-им? — Доктор, ӑҫтан эсир? Кӗҫех карчӑк каялла килет. — Эсӗ ҫул ҫине тухнӑ ҫӗре кай та кӗтсе тӑр. Эпӗ шутланӑ пекех, негрсемшӗн макӑрнӑ иккен вӑл. Ун чухне эпӗ хӗрача анчахчӗ, ун пек чухне ҫавӑн йышши япаласем тӑн-пуҫа ҫавӑраҫҫӗ. Моральлӗ пахалӑхсем мар, тулашӗнчен йӑлкӑшни тӗлӗнтерсе ярать. Сывах, Петров мӗнле? Салтаксем хытӑрах утма тытӑнчӗҫ. Кӑшт кӑна хускални те ӑна йӗпепе сивве киревсӗррӗн туйтарчӗ. Сӳсе илесчӗ те тирӗре, чӗп-чӗр ӳтӗр ҫине тӑвар сапасчӗ — сиккелӗттӗр вара! Ак халӗ ӗнтӗ ялта пӗр йытӑ та юлмарӗ. Хӑйсен кӑмӑлӗ хушнӑ пек тата вӗҫӗмсӗр гулять туса пурӑнма вӗренне рыцарьсем ретсенче пуҫӗсене чыслӑн пӗксе пӗр тикӗссӗн тӑраҫҫӗ, кошевой приказанисем панӑ чухне вӗсем куҫ уҫма та хӑраҫҫӗ, кошевой хӑйӗн приказанийӗсене лӑпкӑн, кӑшкӑрмасӑр, васкамасӑр, анчах ватӑ та ӗҫе пӗлекен козак пек, хӑйӗн тӗплӗн шухӑшласа хунӑ вӑрҫа ӗҫӗсене пӗрремӗш хут ҫеҫ мар пурӑнӑҫлакан козак пек парса тӑрать. — Сана хӑвна та шыраҫҫӗ-ҫке! Килте, кӗрех! — кӑшкӑрчӗ старик. Йӗсӗм ҫырли тӗмӗ хӳтлӗхӗнче — ҫав иртнӗ ӗмӗр палӑкӗпе тава кӗрес тенӗ майлах — Викентий тияк тӑрать, аллинче унӑн кӗнеке пур. (Вӑл вырӑс семинарине вӗренме кӗмешкӗн хатӗрленет.) Аркадий Николаевич, куратӑп, эсӗ юратӑва ытти ҫӗнӗ ҫамрӑксем пекех ӑнланатӑн иккен: чип, чип, чип, чӑххӑм, тесе йыхӑраҫҫӗ те, чӑххи ҫывхарма пуҫласанах, давай урасене ярӑнтарма! Халӑх сывпуллашать. Сан хулпуҫҫи ҫинче пуҫ вырӑнне пушӑ чӳлмек ларать!», тет. Тахҫан ӗлӗк вӗсем службӑра пӗрле юлташ пулса пурӑннӑ, Троекуров лешӗн кӑмӑлӗ чӑтӑмсӑррипе хӗрӳллӗ пулнине пӗлнӗ. Анчах ҫыртса илни кирлӗ те мар. Акӑ тинех мана черет ҫитрӗ. Сирӗнтен кӑна илтни савӑнтарать мана. Грузчикӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ Корчагин хут ҫинче мӗн ҫырнине вуласа илчӗ: «Комсомол членӗсене пурне те строительствӑра ҫӗнӗ чугун ҫул вутӑ пама пуҫличченех хӑвармалла тӑвас. Таврара пур енче те тӗрӗк ялӗсем, Бяла Черква вӗсемшӗн шур илнӗ куҫ пек туйӑнать… Хӗвел аннӑ хыҫҫӑн сӗтел ҫиттине тухса силлени те ырра мар. Хӑй ӳссе ҫитӗннӗ пуян кил-ҫурт ӑна пур енӗпе те ҫав тери тирпейлӗ пулма вӗрентнӗ, анчах Артур кунти тасамарлӑха пӑхса чӗри ыратнине курсан, ҫилленнӗ полковникӗн те кӑмӑлӗ тулнӑ пулӗччӗ. Пылчӑк юхса тӑракан кӑвакарнӑ стенасем, тӗрлӗ ҫуп-ҫапсемпе таса мар япаласем купаласа хунӑ урайӗ тата таса мар шывсем юхакан трубасемпе ҫӗрнӗ йывӑҫ шӑрши ӑна ҫав тери кӳрентернӗ. Артура ҫав шӑтӑка пӑрахнӑ та хыҫран алӑка хупса хунӑ. Вӑл Павел Петровичран хӑранӑ: лешӗ унпа нихӑҫан та калаҫмасӑр пекех пурӑннӑ. Картсем сӗтел ҫине чустаран йӑваласа тунӑ пекех сӗтеклӗн ҫатлата-ҫатлата ӳксе пычӗҫ те сакӑр кӗтеслӗ тӗп-тӗрӗс ҫӑлтӑр пулса тӑчӗҫ. Эпӗ пӳлӗме кӗтӗм, кукаҫее пӑхрӑм та кӑштах кулса ямарӑм — вӑл чӑнах та ача пекех хӗпӗртесе кайнӑ, пӗтӗмпех ялкӑшса, урисене суллантарса, хӗрлӗ ҫӑмлӑ пӗчӗк аллисемпе сӗтел ҫине шаккаса ларатчӗ. Пит ҫумалли илсе пырсан, вӑл сивӗрех шыв ыйтнӑ, таз ҫинче нумайччен тулхӑрса, шыва сирпӗтсе ҫӑвӑннӑ, унтан алшӑллипе ҫав тери тӑрӑшса, хӑйӗн шыҫмак кӗлеткине хӗретсе яричченех сӑтӑрӑннӑ, ӑна кура ыттисен те ҫавӑн пекех тӑвасси килнӗ. Пӑравус ҫухӑртса ярсан, тӗттӗм ҫӗрте шӑппӑн кӑна выртса пыракан Джонни йӑл кулса ячӗ. Унтан малтан сӗтел хушшине никамӑн та лармалла марччӗ, тӑма та унтан ыйтмаллаччӗ. Юланучӗ ҫак ҫын йӑлӑнса кӑшкӑрнине илтмесӗр юлма пултарас ҫук. Эсир хӑть итлетӗр-ха, уншӑн та тавах сире. Тӳпери ҫӑлтӑрсен вырӑнне тупма авал пит ансат инструментсемпе усӑ курнӑ, сӑмахран каласан, икӗ йӗплӗ йывӑҫ транспортир пеккипе; унӑн пӗр йӗппине куҫарман, ӑна горизонт патнелле вырнаҫтарнӑ, тепӗрне ҫӑлтӑр еннелле куҫарса тӑма май пулнӑ. Ӗмкӗчӳсем сан — чӑн-чӑн эрех! Бутафорипе декорацисем тума йывӑртарах килчӗ ӗнтӗ, укҫа сахал тӑккаласах темӗн чухлӗ япала туянмалла пулчӗ. Мӗн илтни ҫинчен калаҫкаласа, Швабринпа пӗрле тухрӑм. Вара эпӗ ӑна ҫавӑн пек минутсенче юратмастӑм. Половцев пурттине ӳкерчӗ, аллисене тӑсса кровать патнелле талпӑнчӗ. Виҫҫӗмӗш хут ҫул ҫине тухсан, Кук татах Ҫӗнӗ Зеландине ҫитсе курнӑ. — Мӗн терӗ вӑл? — Ырларӗ. — Юрӗ. Пуҫласа яр! Мӗн вӑй ҫитнӗ таран хӑвала сӑвӑса! — Пӗтертӗн-и, э? — аякран чӗнчӗ ӑна Юргин. Ҫак ҫул ҫинче ҫын, ӗне, пуринчен ытларах лаша йӗрӗсем нумай куртӑм. Тата кашни йытӑ хӑйӗн йӑвине юратать. Приказ пӗлтерме ҫеҫ хушнӑ мана: тул ҫутӑличчен траншейӑсене тасатса пӗтермелле. Каласа пар — мӗншӗн чиркӗве ҫӳреместӗн, э? Эпӗ вӑхӑта уссӑр ирттерес мар терӗм. Ҫак рама ҫирӗм тӑваткал фут шутланать, ӑна пӳлӗм варрине вырнаҫтарса лартнӑ. Джек вӗсене мӗн пулса иртни ҫинчен каласа пачӗ. — Австралин кӑнтӑр енчи провинцийӗсенче тарса тухнӑ каторжниксем пулмаҫҫӗ — вӗсемшӗн хӳтӗ вырӑнсем хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсем ҫинче нумай. Ӗҫӗ вара ытла кансӗрччӗ ҫав. — Вӑл американка-и? Ун тӑрӑхӗпе туземецсен киммисем кӑна ишсе ҫӳреҫҫӗ. Анюта хӑй патне ҫыру ҫыракан ҫынпа питех те мӑнкӑмӑлланнӑ. Лейтенант Гвоздев хӑйӗн ҫырӑвӗсене ытла пурне те вуласа памалла ҫырман. Анчах кунта вӗсене сасӑпах вуланӑ, хӑш-пӗр вырӑнсене ҫеҫ сиктерсе хӑварнӑ, тепӗр чух пӗтӗмпех те вуланӑ. Унсӑр пуҫне тата, каласа парӑр-ха мана, тархасшӑн: эсир шухӑшланӑ ҫын ҫавна тунӑ тесе шутлас пулсан та, ӑна мӗнле сӑлтавпа тунӑ теме пулать вара? — Фи, мӗнле эс айван, усал — ирсӗр! — йӗрӗнӳллӗн каланӑ та хӗр, Фома патӗнчен пӑрӑнса кайнӑ. Павел хӑвна ху ытлашши хытӑ тытни кирлӗ мар. Йывӑҫ айне укҫа алтса чикнӗ чухне, укҫасене астуса тӑтӑр тесе, ҫав шӑтӑках ҫын вилли хураҫҫӗ. Хальхи минутра вӑл шӑпах ҫак иккӗмӗш этем пек. Хӗвел Подзорная Труба хыҫне пытанчӗ, тӗтре ҫӑраланчӗ, хӑвӑрттӑн тӗттӗмленсе пырать. Халап нумайччен пӗр япала ҫинче тӑнӑ: уйӑрӑлни сиенли ҫинчен калаҫнӑ. Уйӑрӑласси ҫинчен ахаль калаҫман, ҫав кил уйӑрӑласси паллӑ пулнӑ. Нимӗн чӗнмесӗр ҫавӑнта ларакан иккӗмӗш ывӑл уйӑрӑлма ыйтнӑ. Нимӗн иккӗленмелли те ҫук, палатӑсем хушшине пӗртанлӑх кӳрсен тата иккӗмӗш палатӑна та пӗрремӗш пекех демократиллӗ организацилесен ҫав минуссем пулас ҫук. Кунсӑр пуҫне вӑл чӑнах та пит пултаруллӑ проповедник пулнӑ, унӑн калама ҫук лайӑх сасси тата сӑн-сӑпачӗ кӑмӑллӑ пулни, ӑна халӑха хӑй енне ҫавӑрма пушшех те ытларах пулӑшнӑ. Хӑватлӑ алӑ ӑна тата тепре ҫапас тесе хӑмсарса ячӗ, вара Том куҫҫулӗпех ҫапла каларӗ:— Тӑхтӑр-ха! Тӑхтӑр! Ма-ха эсӗр мана хӗнетӗр? Ӑна Сид ҫӗмӗрчӗ вӗт! — терӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ҫул ҫине тухма приказ памасӑр чарӑнса тӑрать. Ҫакна кура майор ку ӗҫе хӑй ҫине илчӗ: вӑл лашасене йӗнерлеме хушрӗ, апат-ҫимӗҫсене ытларах хатӗрлерӗ, ҫул мӗнлине ыйтса пӗлчӗ. Хӑй пурнӑҫӗ ҫине вӑхӑтран вӑхӑт ытти ҫынсен куҫӗпе пӑхса, Давыдов ҫакна питӗ лайӑх ӑнланнӑ, анчах вӑл пӗтӗмпех хавшаса ҫитнӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та хутортан тухса кайни пӗр ҫакӑнпа та пулин хӑйшӗн аван пулӗ тесе шутланӑ: унта вӑл Лушкӑна курма пултарайман тата темиҫе кун хушши кӑштах лӑпкӑ пурӑнма ӗмӗтленнӗ. Ҫав вӑрттӑн курса калаҫнӑ вӑхӑтра мӗн пулса иртнине никам та санран лайӑхрах пӗлмест: Генри ҫав ӗҫе пырса хутшӑннине, аппӑшӗ ҫине анчах мар, пӗтӗм ҫемйи ҫине те намӑс мӗлки ӳкни ҫинчен шухӑшласан, Генри тӳсме ҫук тарӑхса кайнине, юлашкинчен тата вӑл ҫав ҫынна вӗлерме юнанине тата ҫавӑнта ӑна хӗрарӑм хута кӗни кансӗрленине никам та санран лайӑх пӗлмест. Мӗкӗте пӗр вырӑнта ним хускалмасӑр ларатчӗ — ӳкер вара ун ҫине пӑхса мӗн кирлӗ таран; вӑл ларнӑ ҫӗртех ҫывӑрса каятчӗ. Пирӗн ҫамрӑксем кайнӑ … хулине, Руҫре час-часах пулкаланӑ пек, ҫамрӑк та хаяр прогрессист губернатор пӑхса тӑнӑ. Унта уҫӑлма пурне те пӗрле илсе тухаҫҫӗ; тӗрмере ларакансем пусма курсассӑн — нумайӑшӗ тарасшӑн пулӗҫ, тесе шутлатӑп… Иккӗшӗнчен пӗрин те ҫывӑрасса асра ҫук, ултӑ сехетрен вӗсен уйӑрӑлмалла, тен вӗсем пӗр-пӗрне нихӑҫан та урӑх кураймӗҫ. — Тислӗкӗ юхса кайӗ ҫав, анчах йывӑртараххи — тӑрӑлса юлатех, — хирӗҫлерӗ ӑна Демка Ушаков. — Вӑл чӗрҫиттине салтрӗ те тавӑрнӑ ҫаннисене ячӗ. Сквайр, пӗр именмесӗрех, капитан ҫинчен йӗренсе калаҫать. Пӳртри пурлӑха опись туса пӗтере пуҫларӗҫ. Хӑмӑш патӗнчен вӗсем тепӗр ҫырана куҫрӗҫ, сӗрекипе унта сӗрсе пӑхрӗҫ, вара пулӑ ҫуккишӗн пӑшӑрханса, чӗркуҫҫийӗсене ҫӳллӗ ҫӗкле-ҫӗкле каллех хӑмӑш енне каялла кайрӗҫ. Фабрикӑра тата слободка тӑрӑх ҫав праҫник мӗнле пулмаллине ӑнлантаракан листовкӑсем вӗҫрӗҫ, вара пропаганда пырса тивмен ҫамрӑксем те, вӗсене вуласан:— Куна тӑвас пулать! — терӗҫ. Пӑх-ха, Аксель, тӗлӗнсе килен-ха! Ҫурма тӗттӗм вакунта вакун чӳречин кӗленчи чӑнкӑртаткалани тата приказчик пӗр тикӗс хӑрлаттарса ҫывӑрни ҫеҫ илтӗнсе пычӗ. Неушлӗ — кочегар Васька, хуп-хура та уксах ҫын, Серафим платникрен ҫынсенчен тӑрӑхлакан такмаксем кӗвӗлеме вӗренсе юлнӑскер? — Нумайранпа ҫав, иксӗмӗр те ытла улшӑннӑ вара. — Эппин, ху ҫырса яратӑн-и эсӗ? Пӑрахӑр-ха буржуаллӑ йӑласене, выртса канӑр, — терӗ вӑл кулса. — Мӗн пулса иртнине тӗп-тӗрӗссӗн каласа памашкӑн сӑмах та ҫук пирӗн. — Кала, кӗтӗр. Ха-ха-ха! Анчах мӗнле пурнӑҫламалла-ха вӗсене, мӗнле пуҫламалла?..» Андрюха! — кӑшкӑрчӗ вӑл пӗрмаях, траншея стени ҫумнерех ҫыпҫӑнса тӑрса. Ӑмӑрткайӑк, ӑна хӑтарас тесе, кимӗ патнелле ишсе кайрӗ. — Эс вара тӳрех тухтӑр патне каймарӑн-им? Хывӑннӑ чухне вӑл епле те пулин шавлас марччӗ тесе тӑрӑшрӗ, вара ҫавӑнтах выртса ҫывӑрса кайрӗ. Хӑй тухса кайса темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен никам та пӗлмен тесе хӗпӗртерӗ вӑл. Ун ҫийӗнчи кивӗ шинель тата капӑрах мар платье вӑл хӑйӗн ӗҫне чунтан парӑннипе хӑй тумне тирпейлеме те вӑхӑт тупайманнине палӑртаҫҫӗ. Марийка, кил-ха кунта!.. — тытӑнчӑк сасӑпа татах кӑшкӑрса ячӗ мелник, ҫав вӑйсӑр хӗрачаран пулӑшу ыйтнине туймасӑрах. Секретарӗн уҫӑ та кӑмӑллӑ пичӗ ҫине айккинчен пӑхса пынӑ май Давыдов хӑйне ҫӑмӑл та ирӗклӗ туйма пуҫларӗ, тӑп тытнӑ тутисем ун ирӗксӗрех йӑл кулса илчӗҫ. — Пурте пӗтрӗ. — Ах, мӗнле кая юлтӑмӑр! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Эсӗ, йӗрӗнчӗк таркӑн, ан ҫухӑрса тӑр! — ун патнех пырса тӑчӗ Макариха. Унӑн мускулӗсем пулнӑ, анчах вӗсем хӑйӗн тӑшманӗн мускулӗсем пек палӑрса тӑман. Йӗкехӳресене тута купӑсӗ те юрать. Кайса пӗлтерӗр ман ҫинчен, — терӗ маркиз. Пурте акӑ: инкеке пула вилнӗ, теҫҫӗ; комендант кӑна пуҫне сулкаларӗ те нимӗн те шарламарӗ, эсир тавлашнине пӗлет пуль вӑл. — Эх, эсӗ, ачамҫӑм! — хуллен те тирпейсӗррӗн каланӑ Саша, ун патӗнчен айӑккалла шӑвӑнса. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӗсем хӑйсен хушшинче пирӗн совет влаҫӗ ҫинчен мӗн калаҫнӑ-ши? Автор вулаканпа татӑклӑнах уйрӑлать. Вӑл хӑйӗн малашнехи пурнӑҫ йӑлисем ҫинчен ҫырать, ырӑ канашсем парса кӗнекине вӗҫлет. — Рванӑйӑнне пулемет тупрӑмӑр пулсан, Островновӑн итем ҫине ӑҫта та пулин виҫ дюймлӑ тупӑ пытарнӑ! Вӑл хӑй ӑслине пӗлет, ӑсӗпе мухтанать, ҫакна пула пуринпе те пӗрешкел ансат, вашават калаҫать. — Малалла та ҫавӑн пекех пулсан, ӑйӑрсем пире хӑваласа ҫитеҫҫӗ. Унтан, ҫуначӗсене мӑнкӑмӑллӑн саркаласа, ҫупах пырса тухрӗ, вӑл унталла-кунталла ишкелерӗ, хӑяккӑн ҫаврӑнса выртрӗ те, хӗрлӗ куҫӗпе ҫӳлелле, тӗксӗм пӗлӗт ҫине пӑхса илсе, шыв ҫине ҫутӑ тӗтӗм тӗслӗ юхакан ункӑсем туса ячӗ. — Пулӑшӑр! Вӑл, куҫӗсем ҫумне ҫыпҫӑннӑ эрешмен картине шӑлса ывӑтнӑ пек, аллине сулчӗ. — Мӗн япала вӑл? — ыйтрӗ Ромашов. «Унта халь кам та пулин ҫӗтӗрӗнсе ҫӳрет пулсан вара? Кӗтсе тӑрасси мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ ӗнтӗ. Вилӗм икӗ хутчен килмест. Унӑн сӑмахӗ лӑпкӑн юхса пычӗ те, ухтару пулассине кӗтсе пӑлханнине сирсе ячӗ; хохолӑн тулалла мӑкӑрӑлса тӑракан куҫӗсем ҫуттӑн кулса илчӗҫ, вӑл, кӗлетки кӑнттам пулин те, ҫав тери ҫыпӑҫуллӑн курӑнчӗ. Ленин юлташ, вилес умӗн, мӗн каланӑ-ха? — Кунта! — Юрӗ. Вӑл пылчӑкпа вараланнӑ пушмак тӑхӑннӑ урине ҫӗклесе кӑтартрӗ. Мана курмашкӑн кӳршӗри ятлӑ лашасемпе кӗсресем час-часах хуҫа патне пыракан пулчӗҫ. Анчах тӗрӗс мар виҫкӗтеслӗх формиллӗ ҫӗр лаптӑкӗ пит аван вара. Алӑк уҫӑлчӗ. 1858 ҫулхи комета ытлашши тӗлӗнмеллех мар-ха. Варя сасӑсӑр кулса чӗтрет, Давыдов Ҫӑрттантан пӑрӑнса питне алпа хупланӑ та темскер ҫине-ҫинех те вӑрӑммӑн ӳсӗрет. — Акӑ мӗн, Тихон Гордейч, — майӗпен те сӑмахсене пат татса каларӗ вӑл, — Халлӗхе Устина тивместӗп эпӗ. — Вӑт ку канав! Эпир Кейро ҫинчен калаҫатпӑр: «Ун патне ҫитсен, курӑнать-ши вӑл?» — тетпӗр. Полтавӑпа Житомир ҫыннисем хӑйсен хуҫисене гауптвахтӑна тыта-тыта параҫҫӗ. Ҫакна пула Уран ҫинчи кунпа каҫ тӗлӗнмелле улшӑнса пырать. Праҫник умӗн самовар тасатнӑ пек, чунна тасатса лартнӑ та, мухтанатӑн — акӑ ҫуттӑн йӑлтӑртатать! Николай куҫлӑхне шӑлкаласа итлерӗ, Софья, темӗн пысӑкӑш куҫне чарса пӑрахса, сӳннӗ пирусне туртма манса пӑхрӗ. Ҫав вӑхӑтра пӑлхавҫӑсем тапӑнма хатӗрленчӗҫ пулмалла. Вӑл хуллен, майӗпен, кашни сӑмахне шухӑшласа илсе калаҫрӗ. Хӑйне Линч сучӗпе айӑплама хатӗрленнине вӑл ӗнтӗ нихҫан та пӗлеймест. Вӑл, типӗ ҫатрака ҫине месерле выртса, кӑштах канса илчӗ, канассинчен те ытла мӗн пулса иртнине тавҫӑрма тӑрӑшса шухӑшласа выртрӗ. Пурне те… патне кайма хуш, ху мороженӑйпа сутӑ ту. Венера ҫинче те пурнӑҫ Ҫӗр ҫинче аталанса кайнӑ пекех аталанса кайма пултарӗ. Е тата — вӗсенчен Андрей кулса илӗ. Алексей хӑрушлӑхӗ иртрӗ. Майлашмасть! Санӑн, Дмитрий тусӑм, питҫӑмартине ҫыхса ярасчӗ, унсӑрӑн сулхӑн, шӑлусем каллех сурма пуҫлӗҫ, — терӗ вӑл аппӑшӗн ывӑлне, лешӗ ун ҫине, ахӑртнех, ӗнентермелли шухӑшсен логикӑллӑ ҫыхӑнӑвне татнӑшӑн, кӑмӑлсӑррӑн пӑхса илчӗ пулин те. Ҫак пӗчӗкҫӗ пароход ялтан та усалтарах. Пурне те ӑнлантарса парас тесен, картла выляса ларакансем хӳшӗрен сасартӑк пӑрахса тухса кайсан малалла мӗн пулнине каласа кӑтартас пулать. — Вӑт турӑ этеме мӗнле пӑсса яма пултарать вӗт, э? «Таврӑнчӗ, — тесе ҫырнӑ Берсенев, — хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ, пӗтӗмпех тусанланса пӗтнӗ, анчах ӑҫта, мӗн ӗҫпе кайнӑ, пӗлейместӗп; эсир пӗлеймӗр-ши?» — Ӗлкӗреймерӗм. Ак ҫакна ан ман: ҫулталӑк — вӑхӑт виҫи, 365 те чӗрӗк талӑк; ҫутӑ ҫулталӑкӗ — вӑрӑмӑшӗн виҫи, 63500 астрономи единици. Проксима патне ҫитиччен миҫе ҫутӑ ҫулӗ кирлӗ? Пӗр ҫутӑ ҫулӗнче 63500 астрономи единици, Проксима патне ҫитме пурӗ 260 пин астрономи единици кирлӗ, ку ун патне ҫитме тӑватӑ ҫутӑ ҫулӗнчен ытларах кирлине пӗлтерет. Юлашкинчен, пӑртак турткаланнӑ хыҫҫӑн, хамӑн сулахай алла кӑкарса лартнӑ кантрасене таткаласа пӗтертӗм тата кантрисене кӑкарнӑ шалчасене турта-турта кӑлартӑм. Хӑйӑр ҫине ҫитсен, Дингӑна лӑплантарас тесе, вӑл аллисене сулкаларӗ, асӑрхавлӑн малалла утрӗ. Павелпа курнӑҫнӑ чух эсир унран леш хаҫат пирки ыйтнӑ хресченсен адресне пӗлме тӑрӑшсассӑнччӗ… Петӗр хӑюсӑр хушса хучӗ: — Ҫапла-а, каялла ҫаврӑнса ан пӑх вара!.. Вӑл Морис Джеральд вӗт, хайхи эпир хура прерире хирӗҫ пулнӑ ҫын… Санӑн пиччӳ паттӑр ҫынччӗ. Володьӑна эпӗ алӑк патӗнче тӑратса хӑвартӑм, хам старший ученӑй специалиста шырама кайрӑм. Совхоза халӑх ытлашши нумаях килсе ҫӳремест курӑнать, мӗншӗн тесен юрпа витӗннӗ аслӑ килкарти витӗр хуралҫӑ кӑтартса янӑ ҫурт патнелле пӗртен-пӗр ансӑр сукмак ҫеҫ тӑсӑлса выртать. — Акӑ вӑл, пирӗн хӗрача! — тесе кӑшкӑрчӗҫ салтаксем. Вӑл шыв мӗнле ерипен юхнине сӑнама тытӑнчӗ. Эпир кимӗпе пӑрахут патне ҫитнӗ ҫӗре ӑна тиесе пӗтернӗччӗ ӗнтӗ, вӑл тапранса та кайрӗ. — Айри лаша ӳкрӗ, — тет ученыя, урисене йӗнер пускӑчисенчен кӑларса. Ҫакӑ ӗнтӗ Тома ҫӗр хут ҫаптарнине те сапласа хуратчӗ. Ӑнланма хӗн музыкӑна гостинӑйӗнчи урайне лартсан, вӑл такама ҫав тери хытӑ тарӑхнӑ евӗр каллех хулӑн саслӑн кӗрлесе кайрӗ. — Ман шухӑшпа, эсир йӑнӑшатӑр, — терӗ вӑл. Георгие курсан, вӑтаннӑ пек пулса кайрӗ вӑл. Анчах лешӗ кайсан, вӑл кайнине пӑха-пӑха, Женя Ольга патне пычӗ те ӑна ыталаса илчӗ: — Эх, епле телейлӗ эсӗ паян! Ман кӑкӑрта тем япала ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленсе, сывлӑша пӳлнӗн туйӑнчӗ; анчах ку пӗр саманта кӑна пычӗ: куҫран куҫҫуль пӑчӑртанса тухрӗ те, мана ҫӑмӑл пулса кайрӗ. Анчах вӑл часах шӑпланчӗ. Кӗнӗ-кӗменех сиксе ӳкрӗ: «Ах, эсӗ, апласкер те капласкер тата ҫапласкер!» — тет. Ку — ашкӑнса хӑтланни ҫеҫ… Сирӗн ҫывӑрас килмест-и? Анне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, яла ярас, тет. Анчах ун пек ҫынсем сайра-хутра ҫеҫ пулаҫҫӗ. Вӗтӗ юр вӗлтӗртетме тытӑнчӗ, унтан сасартӑк ҫерҫи пуҫӗ пек чӑмӑрккасем ӳке пуҫларӗҫ. Унӑн куҫ харшисем хӑпарчӗҫ. Вӗсен умӗнче ешӗл ҫаран сарӑлса выртать. Кирлӗ сӑмах тупайманнипе вӑл пӗр хушӑ чӗнмерӗ, чӳречерен пӑхса илчӗ, пӳрнисемпе сӗтел ҫине шаккакаларӗ. Ситанов шухӑша кайнӑ пек салхулланса калатчӗ: — Вӑт пысӑк ӗҫ пулнӑччӗ, аван мастерской, ҫав ӗҫре ӑслӑ ҫын тӑрӑшса ӗҫленӗччӗ, халӗ ӗнтӗ пурте сая каять, пурте Куҫман ывӑҫ лапписем ӑшнелле кӗрсе кайма пуҫларӗ. Лайӑх мар тумасӑрах эпӗ унпала епле пулсан та татӑлма пултаратӑп. Анчах вӑл ҫапах та тӗп пулать. Повӑр тата ытларах ҫиленсе каять. Вӗсем ҫулӑн ҫиппине тепӗр хут ярса тытрӗҫ, ниҫтан ҫавӑрӑнса тухмалла мар пек туйӑннӑ чӑтлӑхран тухмалли алӑка тупрӗҫ. Мӗнле витере? — хӑраса мӑкӑртатрӗ Наталья. Анчах ҫавӑн пирки мар Луиза лаша ҫинчен сиксе анчӗ те выртакан ҫынна хӗрхенсе, ун патнелле пӗшкӗнчӗ. Ҫук, кирлӗ мар пулас ҫав. Ав, кукаҫу ӑслӑ та, хутла та пӗлет, ҫапах та ним те пӗлмерӗ… — Эпӗ сана кӗтсе ывӑнтӑм! — терӗ вӑл хыттӑн, хӑй кӑмӑлсӑр пулнине пит-куҫӗпе кӑтартса. Вӑл алӑка сулса амӑшӗ патӗнчен пӑрахса утатчӗ. Мӗншӗн эпӗ вӗҫсе иртекен кайӑксем ҫине ӑмсанса пӑхатӑп? Вӗри йӗре пӑрахаҫҫӗ, кирек мӗн парсан та малалла хӑваламаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вулакана нимпе те тӗлӗнтермелли ҫук. Койотсемпе ҫапӑҫни Техасри каҫ ӗнтрӗкӗн кӑвак мӗлкисем ҫӗр ҫине анма пуҫланӑ. Эпӗ ҫапла хӑюллӑ та кӗретӗн калани императорӑн чапланас шухӑшӗсене тӗпренех хирӗҫ пынӑ. Хамӑрӑн вӗт-шакӑр граждансем валли апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пирӗн, пӑхма та пултаратпӑр, апла пулсан, ӗҫ мӗнре-ха, хӑямат? — Итлетӗн-и, эпӗ сана каласа парам? Турӑ мустангӑн ура сасси ӗнтӗ ҫывӑхарах илтӗнет. Вӑл рясине хыврӗ, кӑкӑрне сӑтӑркаларӗ, вара васкамасӑр ҫыххине салтрӗ. Унта миҫе ҫын иккенӗ курӑнмасть. Вӑл халичченхи пекех ҫырла та вӗтӗ пулӑ ҫиет, вӗри шыв ӗҫет, ҫав хушӑрах асӑрханса чирлӗ кашкӑр ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать. Часах Максутов системипе тунӑ телескопсем кашни шкултах пулӗҫ. — Власов? Тепӗр самантран ученӑй хӑй пӳртӗнчен картишне, кӑнтӑрлахи хӗвел питне тухса кайрӗ, темиҫе минутран Алвиш факторийӗн карти ҫумне ҫитрӗ. Сасӑ илтӗннӗҫемӗн хыттӑнтарах илтӗне пуҫланӑ, пит паллӑ пулса ҫитнӗ те каллех хулленлене пуҫланӑ. Унӑн аллисем имшер те хӗрлӗ, пӳрнисем ытла вӑрӑм, чӗрнисене ҫыртса кӑшланӑран пӳрнисен вӗҫӗсем ҫиппе ҫавӑрса ҫыхнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Игнат сасартӑк сӑмсине хыттӑн нӑшлаттарса туртрӗ те, мӑйне тӳрккессӗн хускаткаласа, ун ҫине ҫӳлтен аялалла, тутине кулӑшла усса пӑхса ларчӗ. Куҫкӗски пек тикӗс кӳлӗ ҫийӗпе шап-шурӑ парӑс карнӑ пӗчӗкҫӗ кимӗ шуса ҫӳрет, унӑн парӑсӗ кӑшт ҫеҫ вӗрекен ҫил ҫинче майпен хумханать. Вӗсене хӑшпӗр козаксем вилес умӗн пиллесе хӑварнӑ япаласем ҫеҫ ҫакланчӗҫ. Укҫа та питӗ сахал пуҫтарӑннӑ, мӗншӗн тесен, нумайӑшӗсем укҫисене ӗҫсе янӑ. Тухса кайнӑ чух:— Вӑрмана каятӑп та кӳлӗре шыва кӗретӗп, — терӗ. Унтан сасартӑк тӑватӑ е пилӗк ҫынӗ ушкӑнран уйӑрӑлса картлашкасем тӑрӑх васкасах утрав тӑрринелле хӑпарса кайрӗҫ. Вӗсене часах куҫран ҫухатрӑм. — Ӑна маншӑн ҫывӑх ҫынсен, эпӗ ҫӗр ҫинче чи лайӑххисем тесе шутлакан ҫынсен тӑшманӗ пӑхса ӳстерет. Ҫук! ан калӑр апла! Эпӗ санран ыйтатӑп: эсӗ ҫак инкекре хӑвӑн юлташусене пулӑшасшӑн-и е ҫук-и? — Вӑл ашшӗне мӗнле тытса кайни ҫинчен каласа парать, — терӗ анне, — городовой мӗнле ҫапнине кӑтартать. Вутпа пӗтӗм кил-ҫурчӗ ҫунса кайрӗ, сарайӗсем те юлмарӗҫ. — Малтанах ирӗке яман пулсан, тилхепене хытӑрах тыткаланӑ пулсан, ан хӑра, пурӑннӑ пулӗччӗ. Каҫ пуласпа Николай таврӑнчӗ. Ку енчи тӗнче халь Андрейшӑн хӑрушӑ, апла пулин те, вӑл ӑна лайӑх пӗлет, ун тӑрӑх вӑл урлӑ та пирлӗ тенӗ пек утса тухнӑ; леш енчи тӗнче вара — тавҫӑрса илме йывӑр тӗнче, — пӑч тӗттӗм, ун пекки ҫӗр ҫинче сахал, унта ҫӗр ҫинче пачах курман вут ҫутисем чӗтрене-чӗтрене илеҫҫӗ. Кусем вӗсем ҫӗтӗлсе пӗтнӗ тумтирлӗ козаксем. Эпӗ ӑна хуҫана парсан, арӑмӗ ӑна каларӗ: — Ав, куратӑн-и? Ытла кая юлнӑ! — тесе каланине майор та илтрӗ. Эккей, мӗнле ӑссӑр халӑх ҫав французсем! Вӑл ӗҫе тума пурте килӗшеҫҫӗ пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. — Мӗншӗн? — хӑвӑрт ыйтрӗ хохол. — Ҫапла, ывӑлӑм, телею хӑвӑн, вӑл вилнишӗн, — терӗ Сильвер. Ҫыран хӗрринче эпир Англин ҫар суднин капитанӗпе тӗл пултӑмӑр та, унӑн карапӗ ҫине кайрӑмӑр. Унта эпир вӑхӑта ҫав тери хаваслӑ ирттертӗмӗр, хамӑр «Испаньола» ҫине таврӑннӑ тӗле тул ҫутӑлма пуҫларӗ. Ларӑр, ӑсатса ярӑп. Кайса ил. Вут ҫийӗпе аякра кайӑксем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, тем анлӑш вут ҫутинче вӗсем вӗтӗ кӑна тӗксӗм хӗрес купи пек курӑнаҫҫӗ. Ун пек чух эпӗ хам пӳлӗмре питӗрӗнсе лараттӑм е сад вӗҫне каяттӑм, ишӗлнӗ оранжерейӑн сыхланса юлнӑ чул хӳми ҫине улӑхса, ура усса лараттӑм, сехечӗ-сехечӗпе таҫталла пӑхаттӑм-пӑхаттӑм та умра мӗн пуррине ним те курмастӑм. Княгиня табак шӑхранӗ илчӗ те питӗ хытӑ шӑршласа, нюххи туртрӗ, — эпӗ кӑртах сикрӗм. — Ҫапла пӗлтерӗр те, — тепӗр хут каларӗ вӑл, куҫҫулӗ витӗр куҫне мӑч-мӑч хупкаласа та эхлеткелесе… — Усал ӑслӑ та, ҫапах та ӑна турӑ юратмасть. Йӑли ҫапла пулнӑ ӗнтӗ ун. — Ҫук, улпутӑм, пулман та. — Христосран ыйтаттӑнччӗ-и? Кунта эпир плавник туgрӑмӑр. Хӗрӗм телейне ӑмсаннӑ пек пулчӗ». Куҫлӑхлӑ профессор ун ҫине куҫлӑх витӗр те, куҫлӑх ҫийӗн те, куҫлӑхсӑр та пӑхрӗ, мӗншӗн тесен вӑл ҫав хушӑра куҫлӑхне хывма та, кӗленчине шӑлса тасатма та, тепӗр хут тӑхӑнма та ӗлкӗрчӗ. — Ӑҫта каятӑр эсир? — ыйтрӗ Тельмарш. Ун пек ҫеҫ пулсан юратчӗ-ха, — унран та усалтарах ӗҫ тума тытӑннӑ — евитлесе ҫӳреме пуҫланӑ. — Чирлерӗ, — терӗ Давыдов, секретаре вӑрахчен пӑхса тӑрса ӑсатса. — Ҫук, эпӗ ҫывӑрнӑ. Вырӑн ҫинче те, сӗтел хушшинче те, пӗчченлӗхре те, халӑх тӗркӗшӗвӗнче те сирӗнпех пулать вӑл. Мӗн тумалла? Унӑн хырӑмне ҫурнӑ. Каи-Куму Гленарвантан:— Эсӗ акӑлчан-и? — тесе ыйтрӗ. «Мӗнле пулать унта». — Тӳррипех каласан, пирӗн ҫимелли пекки нумаях тупӑнас ҫук. Снеффельс тӑрринелле пӑхса, ку енчен ун ҫине ниепле майпа та хӑпарма пулмӗ, тесе шутланӑччӗ эпӗ. Вӑл пуп таврашӗсем минретсе янӑ хӗрарӑмсене тата сиенлӗ карчӑксене фактически ҫапла каланӑ: «Гражданкасем! Эпӗ православнӑй ҫын мар, коммунист! Хӑвӑрӑн хӗрес таврашӗпе хӑпӑр ман ҫумран!» — тенӗ. Анчах лешсем ҫулӑхма пӑрахман, вара вӑл хӗрес кантрине шӑлпа ҫыртса татсан тата алли-урипе тапкаланма, пуҫӗпе хыттӑн тӗрткелеме тапратсан тин ӑна турткалама чарӑннӑ. — Тен, сана тата Ростовран вунӑ штукатур илсе килсе памалла? — бритвине айккинелле пӑрса, Майданникова енне, кашкӑр пӗк, пӗтӗм пӗвӗпе ҫаврӑнса, йӗкӗлтесе ыйтрӗ Макар. Пӑхать, пӑхать — леш Федосеев Иван пулах каять… Ӑҫта шыраса тупас ӗнтӗ ӑна? Ку ӗнтӗ ахаль ҫумӑр ҫеҫ мар; шыв вӑрмана ыткӑнса тухрӗ те йывӑҫсене тымарӗ-тымарӗпех кӑкла пуҫларӗ. — Исидора!! — Каҫарӑр ӑна, сударыня, — терӗ хӗрача, шӑлнӗ ҫине ятлаҫнӑ пек пӑхса. — Ман пата мӗн ӗҫпе? — ыйтрӗ вӑл, кулса ярасран аран-аран чӑтса. — Эпӗ ӑна куратӑп пулмалла-ха, — тавӑрчӗ, тӗрлӗрен «ӑнлантарусене», «пӗлтерӳсене» чӑтма юратман Базаров: — кураймасан, ман ятпа салам калама, эпӗ питӗ пӑшӑрханнине пӗлтерме ыйтатӑп. Ку ҫырусене хӑҫан та пулин тен бробдингнег чӗлхи ҫине (Бробдингнег ҫак королевствӑн ячӗ) куҫарӗҫ. Тӑрӑшма пуҫларӗ-и? Кунта вӑл урисене саркаларӗ те, ҫилпе сулланнӑ пек, тайкаланса тӑчӗ. Капитан Грант питӗ нумай йышлӑ индеецсен вӑйлӑ йӑхӗн аллине ҫакланма пултарнӑ, е имшерленсе пӗтнӗ вӑйсӑррисен аллине кӑна. Ӑсатакансем, чышӑна-чышӑна, хумхануллӑ сӑмахсемпе перкелешсе сарай патӗнчен уйра тӑракансем еннелле чупсах кайрӗҫ. Ҫӑрттан мучи паҫӑрхи пекех ӗсӗклесе, шывланакан куҫне шӑла-шӑла, ҫапла тавӑрчӗ: — Эсӗ кай, Семушка, хӑвӑн патшалӑх ӗҫне ту, ӑна эпӗ хам пытарӑп. Халӗ ак ҫак путсӗр ротмистр кунта вӑйпа килсе кӗнӗ, ҫитменнине тата пан полковник куҫӗ умӗнчех унӑн капелмейстрне хӗнет. Вунпӗрмӗш экспресс, пӗтӗм хӑвӑртлӑхӗпе пыраканскер, Люттон шывӗ ҫине йӑванса аннӑ, мӗншӗн тесен шыв урлӑ хунӑ кӗпере пӗрлештермен пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вара, вӗсем влаҫа тытса тӑма пултарайманнипе, государство та пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ. — Илтмен, анчах Криновицына набегшӑн Анна тухнине илтнӗччӗ. 1852 ҫулхи июнӗн 3-мӗшӗнче Ливингстон темиҫе туземецпа пӗрле ҫула тухнӑ. — Мӗн шухӑшласа кӑларать ку ача! Тыткӑна лекнӗ ирсӗр тӑшман пекех хӑваласа каятӑп сана! — чӑтаймасӑр кӑшкӑрса ячӗ Нагульнов. Анчах вӑрттӑн, ӑнланмалла мар ҫав сасӑсем азбука сигналӗ евӗрлӗ. — Хатӗр-и? — янӑраса кайрӗ алӑк хыҫӗнче Кирила Петрович сасси. Ҫапах та сана хӗрхенетӗп эпӗ. — Урама каяс-ха, пӗлсе килес, мӗн ҫӗнни пур унта, — хушса хучӗ вӑл, пусма тӑрӑх аннӑ май. Хуҫа алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илчӗ те калать: «Турра кӗлтӑвӑр, иртен-ҫӳрен ҫынсем… Площадьре пӗр ҫын та ҫук пек туйӑнать; анчах Андрия темле йынӑшнӑ сасӑ илтӗннӗ пек пулчӗ. — Ерипентерех, Тӑсланкӑ! — тесе кӑшкӑрса илчӗ Израэль. Мӗн пирки унӑн кунта килмелле пулнине пӗлместӗп. Ирхине эпӗ килсе курӑп. Сцена ҫине хӗрарӑмсем хӗвшӗнсе пырса тулчӗҫ, нумай-нумай алӑсемлӗ халӑх ушкӑнӗ Андрейӗн пичӗ-куҫӗ ҫине, ӗнси ҫине вӗри сывлӑш сывласа, каллех ӑна ункӑ пекех йӗри-тавра хупӑрласа илчӗ. Турран килтӗр! Вӑл хулӑн сасӑпа хыттӑн:— Сывлӑх сунатӑп, Ниловна! — терӗ. — Ухмах шӑрши персе тӑмасть манран халь, суятӑн, Андрюшка! — Ҫук, ҫиччӗмӗшне; мӗнле апла пултӑр-ха! Анчах хӑль ун пек хӑрушлӑх ҫук: хӳринчи кӗсмене лайӑх тытса пынипе кимӗ юханшыва тӳп-тӳррӗн урлӑ каҫрӗ. Ыратмасть, анчах пӑркаланма ҫук, утма памасть. — Кам вара вӑл? Ун пек япала манӑн нихӑҫан та пулман. — Виҫҫӗ, Николай Еремеич. Провожатӑй ун ҫине ҫухалса кайнӑн пӑхса илчӗ те пуҫне кӑштах пӗр айккинелле пӑрчӗ, ҫав самантрах Воропаев палланӑ сасса илтрӗ: — Кунта килӗр, Воропаев юлташ, ан именӗр. Сирӗн чӗре аманнисем пур пулӗ, тен; хӑш-пӗр чух илемлӗ куҫсем хура тӑхлан пульӑсенчен те хӑрушӑрах амантса яраҫҫӗ. «Кирек мӗн пулсан та, — терӗм эпӗ, вучах хӗррине ларса, — халӗ эсир хӑвӑрӑн Бэла ҫинчен пуҫланӑ историйӗре каласа пӗтеретӗрех ӗнтӗ: ӗҫ унпах пӗтмен пулӗ-ха, тетӗп эпӗ». Павел ӑшшӑн кулкаларӗ, Андрей та, шӑлне ҫутатса, пуҫӗпе сула-сула илчӗ; вӗҫем кулнипе, сӑнӗсем хаваслӑ пулнипе, вӗсем ҫак тӑкӑскӑ йывӑр шӑплӑха хускатса янипе залра темле ҫутӑрах, уҫӑрах пулса тӑчӗ. Ҫывӑратӑп!..» тесе пӗр пек чӗвӗлтетет. Басаврюк чышкипе ҫапрӗ, стена тайӑлкаласа илчӗ. — Мӗн эсӗ? Марья Николаевна ун еннелле тутӑрпа сулкалама пуҫларӗ. Вӑл мана сирӗн пирки асӑрхаттарчӗ… «Эпӗ Ульма патӗнче пулнӑ, эпӗ Аустерлица патӗнче пулнӑ! эпӗ Ваграм патӗнче пулнӑ! ich war bei Wagram!» Пӑхӑр-ха — эпӗ коронацине пынӑ Венгри королӗ пек (чӑпӑркка аврипе вӑл тӑватӑ еннелле тытса кӑтартрӗ). — Хуралҫӑсем мӗнле тӳсеҫҫӗ-ши? — терӗ Катя. «Вӑл кунталла вӗҫсе килсен, — ку лайӑх паллӑ пулать…» — шухӑшларӗ Елена. Сарай патне пырса, Тимур садалла тухакан уҫӑ чӳречерен пӑхрӗ. Эсӗ мана хӑратасшӑн-и? Запорожецсем, ҫураннисем те, юланутлисем те, виҫӗ хапха патне илсе пыракан виҫӗ ҫул патне кайрӗҫ. — Ку питех те тарӑхмалла, майор! — тесе сиксе тӑчӗ ученый. Картинисем ыррисем, стена ҫине ҫакма юрӑхлисем пулсанччӗ, мӗнле те пулин ҫӑлтӑрлӑ генерал е Кутузов князь портречӗ; вӑл вӗт ахаль кӗпе тӑхӑннӑ мужике, хӑйӗн сӑрӑсем ватакан тарҫине ӳкернӗ. Эпӗ ҫирӗм утӑмран та нимӗн те курма пултараймарӑм, лагерь ӑҫта вырнаҫнине те чухласа илеймерӗм. Ҫав авӑкра пулассине каласа кӑтартнине аса илеҫҫӗ: «Туман мӗскӗн ывӑлӗ, усалшӑн мӗлке пулса тӑр, вара тӳпе ывӑлӗн юнлӑ куҫӗ санӑн мӗлкӳне вӗлерме хӑмсарни — харама». Одинцова ҫурчӗн крыльци ҫинче кил пӑхакан хӑйсене сиввӗн тухса илнине курсанах, туссем кӗтмен ҫӗртен килсе кӗнӗ шухӑша парӑннипе хӑйсем йӑваш тунине тавҫӑрса илме пултарчӗҫ. Вӗсене кӗтмен пулмалла. Унӑн ытла та хӑмӑр куҫӗсем чарӑлсах пӑхаҫҫӗ; тути ытла ҫӳхе, ҫирӗп кӑмӑллӑ ҫыннӑнни пек; сӑмси чиперех, сулахаялла кӑна кӑшт пӑрнӑҫрах; арҫыннӑнни пек пысӑк аллине ҫӗрӗсем тӑхӑнман, тӑсмака пӳрнисем питӗ илемлӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл «Британи» ҫинчен нимӗн те илтмен, карапӗпе унӑн мӗнпур экипажӗ Туфольд бухтинчи инкеклӗ рифсем ҫине ҫӗкленсе ӳксе пӗтнӗ тесе шутланӑ. — Мӗн тума килтӗн? Вӑл икӗ уран тӑра-тӑра пӑхкалать, авкаланса ҫӳлелле сике-сике илет, унтан пӗшкӗнет те йӑлтӑркка кӗмӗл тусан ӑшне путса юр чавать, хӳри вара хӑйӗн, ҫемҫен те ҫӑмӑллӑн шӑвӑнса, хӗп-хӗрлӗ ҫулӑм чӗлхи пек тӑсӑлса, юр ҫине выртать. — Ну, каласа кӑтарт, Фома… Тӑххӑрта думӑра пулмалла ман, хӑвӑртрах кала. Пирӗн халӑх мӑнкӑмӑллӑхӗ чыслӑ пулнине асӑрхаттарса хӑварма кирлӗ тетӗп эпӗ: вырӑс ҫыннин чӗринче пусмӑр тӳсекен ҫын майлӑ пулас лайӑх туйӑм яланах пур. Юлашкинчен ҫеҫ, ҫурӑлса каяс пек ыратакан пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, адъютант ӑна вӑратаканни Саломыга иккенне ӑнланса илчӗ. Эмиль каллех сиксе илчӗ. — Сана та вӗсем пекех тума сӗнетӗп, — терӗ ӑна маркиз. Вӑл пӗр сас-чӗвсӗр куҫса ҫӳренӗ: хӑраса, ывӑҫӗ ӑшне ӳсӗрсе сунасланӑ; кӑткӑ пекех, ӗмӗр-ӗмӗр пӗр сӑмахсӑр шӑппӑн тӑрмашнӑ, пӗр хырӑмшӑн, хырӑмшӑн ҫеҫ мӗшӗлтетнӗ. Иккӗшӗн хушшинчи ҫыхӑнӑва Эвелина хӑйӗн лӑпкӑлӑхне, хӑйӗн тӳлек хаваслӑхне панӑ пулсан, таврари пурнӑҫӑн ҫӗнӗ енӗсемпе вӑл суккӑра паллаштарма пултарнӑ пулсан, ача хӑй те, хӑй черечӗпе, ӑна… хӑйӗн хуйхине панӑ. Отлив пуҫланчӗ, халь ӗнтӗ, паллах, суднона хӑйӑр ҫинчен кӑларма май ҫук. Ун патӗнче ларсан, эпӗ алла ҫӗнӗ кӗнеке тытса тата хама шалтан ҫуса кӑларнӑ пек пулнӑскер, ҫӳлелле чупаттӑм. — С`est sa, m-r, c`est lui. Анчах каялла ҫаврӑнса пӑхсан, ӑна ҫаплах уҫланкӑ вӗҫӗнчи ҫул кукӑрӗ курӑнчӗ тата ун хӗрринчи юр ҫинче хуралса выртакан узбек та палӑрчӗ-ха. — Ҫук, харсӑр майор, эпӗ уншӑн хавхаланса кӑна тӑратӑп. Ҫапах та вӑл мана каҫхи апат валли пӗрер татӑк какай ашӗ пулсан, ытлашши пулмӗччӗ тесе калама чармасть. Вӗсем васкаса апатланчӗҫ те, вутта сӳнтерсе, лашисене кӳлме тытӑнчӗҫ. — Вӑл пуҫне усрӗ. — Вӑл сан варли-и мӗн? Юлий Цезаре асӑра илӗр. Полковник хӑйне пысӑка хурса мӑнкӑмӑллӑ тыткаларӗ, анчах питех те япшар чӗлхепе калаҫрӗ. Вӑл Анна Сергеевна Базаровпа пӗчченех ларнине пӗлнӗ, анчах халичченхи пек кӗвӗҫмен, пачах урӑхла, унӑн сӑн-пичӗ хуллен ҫуталсах пынӑ; вӑл тӗлӗннӗ пек те, хӗпӗртенӗ пек те, темскер тума шут тытнӑ пек те пулнӑ. Симурден тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ, анчах ҫав тӳрӗ кӑмӑл аякра ларакан чул ту ҫинче, тӗпсӗр ҫырма тӗлӗнче вӗҫсе ҫӳренӗ пекех туйӑннӑ. Эпир виҫсӗмӗр те ураран йӑванса кайнӑ. — Эпӗ инструкци илме килтӗм. Ҫакӑ вара ун ӑшӗнче пӑтравлӑ туйӑм ҫуратрӗ, — вӑл хӑйне шанмарӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйне ырларӗ, иккӗленнӗ пек пулчӗ те шӑппӑн салхуланчӗ… Ҫав юрату манран вӑйлӑрах. Эпӗ ҫын мар, эпӗ ҫӗҫӗ, мана пурнӑҫ парса, эсир ҫӗҫҫе пиллетӗр. Анчах эсӗ хисеплесе калаҫма пултаратӑн, е эпӗ сана типтерлӗн калаҫма вӗрентӗп, — терӗ вӑл. Ҫакӑ пурте унӑн чӗринчи кӑмӑл-туйӑмӗпе уйрӑмах лайӑх килӗшсе тӑратчӗ. — Кун валли эпӗ кама та пулин сиртен авантараххине тата интереслӗреххине суйласа илме пултарнӑ, — хӑпартлануллӑ мӑнаҫлӑхпа хирӗҫлерӗ Петерсон. — Ку сире тӗлӗнтерет-и? — Эсӗ мана куртӑн-и? Хавасланса кайса, вӑл ухӑтара ӑнӑҫлӑ ҫӳренисем ҫинчен каласа пачӗ, тепӗр эрнерен Петрпа тата Алексейпе пӗрле вӑрмана кайса, ватӑ упа аҫи тытса таврӑнчӗ. Тӗлӗнсе каймалла вӗт, тусӑмсем, Австралинче чугун ҫул пур! Кутӑн лаша чӑрмав умӗнче чӗвен тӑнӑ пек ҫӗкленсе тӑрать-тӑрать те, кустӑрмисемпе каллех ҫӗре ӳкет, каялла ҫӗртме пуссине васкать, пӑрлак ҫӗр валли вӑй ҫитмест унӑн. Таврара питӗ шӑп, йӑлт вилсе пӗтнӗ тейӗн. — Ҫапла, эсир мана хӑтаратӑр. Акӑ ӑҫта вӑл задача! — Ну, ан ҫиллен, ачам. Э-э-э, шутлатӑп, ара ку — ӗлӗкхи пӗлӗш вӗт! — Половцев кӑкӑрӗ ҫинчи кӗсйинчен хут кӑларса тыттарчӗ. Данаила тӳрӗ ҫулпах ялалла ячӗҫ. Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ. — Юрий Алексеич, манӑн сире тархасламалли пур, — терӗ вӑл. Пӗрре хӗрсе кайнӑскере, халӗ ӑна тытса чарма та ҫук ӗнтӗ… Ҫил кашласа вӗрет, сӑхман аркине сирсе, ӳте ҫити сивӗ витет. Анчах кӑлӑхах. Унӑн тӗксӗмрех тӗслӗ ӳчӗ витӗр пӑтӑр-пӑтӑр хӗрлӗ тӗс ҫапса тухрӗ. Акӑ, Макарушкӑнах илер-ха. Апла-капла хӗрарӑм пулнӑшӑн хурламан вӑл ӑна. Вӑхӑт ҫитичченех кӑнса выртӑп!» Либерсмут аманнисене йышӑнать. Гобошек тухтӑр (Вена чехӗ) тата Иоганн Баллеш тухтӑр (Вена мадъярӗ) сурансене ҫыхаҫҫӗ. Тен, вӗсене те ҫаплах кам та пулин яшка ҫитерӗ. Эпир вӗсене усал тумастпӑр вӗт. Ун чухне, турра тав, пурте чӗрӗ-сывах пурӑнатчӗҫ-ха, халь вара пӗлместӗп. Эпӗ сире кивӗ йӗркесемшӗн тӑрать, тесе шутланӑччӗ. Ҫак вӑй — чашкӑравлӑ-кӗрлевлӗ, вутлӑ-сивӗ матери, вӑл ирӗке тухать те ҫӳл тӳпенелле ыткӑнать-вирхӗнет. Вӑхӑт ҫитсен, эпир унтан та тӗпчесе пӑхӑпӑр. Ҫӑмлӑ ура чӗрнине тытса хыпашласан мӗн тесе шухӑшларӑм-ха эпӗ? — Ав унта вӗсем, кӗрӗр! — Шӑлна ҫырт! — тесе пӳлсе хучӗ те Половцев, ашлине Яков Лукич патнелле тӑсрӗ. Ача, хурӑн хуппине вутӑ патне хурса, мӑн кӑмӑллӑн ответлерӗ: — Эс мӗн, асанне, курмастӑн-им — эпӗ ӗҫлетӗп. Хамӑрӑн вӑй пулнӑ пулсан вӑт, ӗмӗрне парас ҫукчӗ. Ҫав пурӑнӑҫ мана пусса тӑрать — пӗтӗмпех ҫимелли тупассишӗн хыпаланса иртекен, кичем те ҫук пурӑнӑҫ, эпӗ тӗлӗкри пек пурӑнатӑп. Мана кӗтсе тӑмаҫҫӗ-ши? — Ольга Ивановна! — пӑлханнипе йывӑррӑн сывласа, ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрчӗ вӑл. Хаҫатсем ҫак хӑрушлӑхпа миллионшар ҫынна хӑратса пӗтернӗ. Вӗри куҫҫулӗсем витӗр ашшӗне сӑнаса, вӑл ӑна сасартӑк ҫапла каланӑ: — Атте… савнӑ атте! Ан хуйхӑрӑр… Король тахҫанах вилнине эпӗ пӗлетӗп, анчах ӑна каламарӑм. Раксем те халӗ (эпир ҫав раксемпе кӑна пурӑнкалатпӑр) шӑтӑксене кӗре-кӗре выртрӗҫ. — Хамӑрӑн? — ыйтрӗ вӑл питӗ тӗлӗнсе; Ҫапла, вӑл та ачине вӗренме илсе кайрӗ… — Хоп, хоп! — кӑмӑлсӑр мӑкӑртатрӗ хохол. Хам ҫумра мӗнчул укҫа пулнӑ, йӑлтах ӑна патӑм — сакӑрвунӑ тенкӗ ытларах — вара ӑна калатӑп: каҫарӑр тетӗп… эпӗ урӑх сирӗнпе пӗрле пулма пултараймастӑп, пултараймастӑп! Ҫак тепӗр ырӑ мар япала мана тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Артамонова Глеб ку сӑмахсене, дворник Тихон евӗрлех; сиввӗн, чунсӑр каланӑ пек илтӗнчӗ. Малтанлӑха лӑпкӑ пулнӑ ҫынсем пирӗн ҫине пӑхса илсенех йӗме пуҫлани мана пӗртте килӗшмерӗ. Иртнӗ эрнере эпир Никифор Ильич посредник йыхӑрнипе Березовкӑна пухӑнтӑмӑр. Тарас Бульба пӗр ответ ҫеҫ илтсе тӑчӗ: «Бородавкӑна Толопаньре ҫакса вӗлернӗ, Колопёрӑнне Кизикирмен патӗнче тирне сӳнӗ, Пидсышок пуҫне пичкере тӑварласа Царьградах ӑсатнӑ». Госпитальтен турех театра кайма хатӗрленсе пынӑ палатӑри сестра Клавдия Михайловна тӑхӑннӑ ҫӳлӗ кӗлеллӗ туфли — ҫӗнӗ хыпар. Хӑйне улталас мар тесе, унӑн вӑранас та килмест, анчах ӑна хыттӑн силлесе илчӗҫ. — И, батюшка! тахҫанах бомбӑсемпе аркатса тӑкнӑ. — Ман ҫырмаллах тесе шутлатӑн-и вара эс? Арҫын ҫакӑн пек уҫҫӑн каласа панӑран амӑшӗн кӑмӑлӗ улшӑнчӗ, вӑл хӑй; ҫак тӗлӗнтермӗш ҫынпа сиввӗн калаҫнӑшӑн Павел ҫилленет те пулӗ, тесе шухӑшларӗ. «Вӗсем йӗркеллине турӑ курса тӑрать; вӗсенче законпа кӑтӑртнӑ чухлӗ тырӑ та пур…» — Пӗлетӗп. Эпӗ ӑна ҫӗре ҫитех пӗшкӗнсе пуҫ тайрӑм, ҫӗҫӗпе вилкӑма кӑлартӑм та ҫиме тытӑнтӑм. Апачӗ пит кӑмӑла кайрӗ. Бенедикт пичче энтомолог ботаник та пулманнишӗн чӑннипех те шел. — Ку Жигалов генералӑн пулас! — терӗ тахӑшӗ, халӑх хушшинчен. Ҫапла вара кун-ҫул курмасӑрах вилсе те кайрӗ. Еленӑн куҫӗсем хӗрлӗ: вӑл вырӑн ҫинче тӑнсӑр выртакан амӑшне пӑрахса тухнӑ; ҫав тери хурлӑхлӑн сывпуллашнӑ вӗсем. Мӗне пӗлтерет-ха ҫак? Чухлакан куҫ чӗнмен хӑнан халичченхи пекех хӗрӳллӗ, анчах туртӑннӑ кӳлепи тӑрӑх шалти пӑлханӑвӗн паллисене туйса илме пултарнӑ пулин те, Базаров сӑн-пичӗ ӑна ҫавӑнтах лӑплантарчӗ. Ихошка ӑна тӗплӗн ӑнлантарать. Китай крепӗнчен ҫӗленӗ шарфне ҫавӑн пекех вӑр-вар салтнӑ та ӑна шлепки тавра чӗркесе хӑрах вӗҫне лента хушшине чиксе хунӑ, тепӗр вӗҫне аялла усӑнтарса янӑ, — ҫапла вара хӑйӗн пичӗ валли хӳтлӗх пекки тунӑ. Николай Антоныч иккенне? — Ҫук… ҫук! Унӑн ҫемҫе сассине итлеме кӑмӑллӑ, куҫӗсем те унӑн хитре; вӗсем ачашшӑн ялкӑшнине куҫлӑх та пытараймасть, — анчах ӗҫсемпе ҫынсем ҫинчен вӑл тарӑхса, ачалла, таҫтан аякран илсе калаҫать; ҫакӑ вара Петра тӗлӗнтернӗ те, тарӑхтарнӑ та. Акӑ вӑт, тен, пӗлетӗр, — мӗнле пӗлместӗр пултӑр-ха вӑл хӑвӑрӑн ҫӗре, — Ченлышнӑран Малинина патнелле тӑсӑлса выртакан пусса?.. Унта эсир халӗ сӗлӗ акнӑ вӗт… Сӑмахӗсене вӑл, час хыпса каякан тата ҫилленчӗк ҫын юриех тытӑнӑҫлӑн пулма шутланӑ евӗр, евӗклӗхне питӗ ӳстерсе, уйрӑмах ҫемҫен каларӗ. Ҫакӑнпа мӑйкӑчласа илсен, эсӗ питех пӑркаланма пултараймӑн! Ҫав вӑхӑтрах, аслӑ урам вӗҫӗнче тӑракан республиканецсен колонни, Гешан аллине парса хӑварнӑскер, параппан сассине илтсенех «атакӑна пуҫлама» параппан ҫапса пӗлтерчӗ те баррикада еннелле чупма тытӑнчӗ. Вӑл, чулсене сирсе пӑрахас тесе, хускалса илчӗ те тӑсӑлса выртрӗ, тек вара вӑл нимӗн те курмарӗ, илтмерӗ, шухӑшламарӗ, сисмерӗ, туймарӗ. Улпутсем, господасем, паллах, тӗрлӗрен. Ҫакна ҫирӗп шанса тӑнине васкамасан та юранӑ; лайӑхрах шухӑшласа ҫав йывӑрлӑхран мӗнле майпа хӑтӑлмаллине тупмалла вӗсен. Вӗсем пӑшӑлтатнипе епле пӑхса илнинчен Джемма илемӗ вӗсене чунтанах килӗшнине ӑнланса илме йывӑр пулман; вӗсенчен пӗри ку таранччен Франкфуртра пулкаланӑ пулмалла — вӑл Джемма ҫине, палланӑ пек, час-часах пӑхкаласа илчӗ, Джемма кам иккенне те пӗлнӗ пулас. Истори — мӗнпур пулса иртнӗ ӗҫсемшӗн, халап вара — ҫав ӗҫсенчи уйрӑм пайсемшӗн кирлӗ. Кунӗ шӑрӑхчӗ, шевле чӗтренсе вылянатчӗ. — Мӗнле хӗр пулнӑ вара эпӗ ӗлӗк? Вӑл тимӗрҫе чӗнсе пыма хушрӗ. Ман урасене сӑнчӑр тӑхӑнтартса ҫӑраласах лартрӗҫ. Эпӗ куҫӑмсене чарса пӑхатӑп. Ку документа эпӗ ахалех ытла та пысӑк вырӑна хунӑ пек туйӑна пуҫларӗ; ҫав хут ҫинче мӗн ҫырнисене пичче шанмасӑр, ӑна ахаль япала, тесе калассӑн та туйӑнать; экер те вӑл ҫула тухса кайма хатӗрленнӗ пулсан, ӑна ирӗксӗрех тытса чарса хӑварма та май килӗ, тетӗп; тата тепӗр енчен, шифрӑн уҫҫине вӑл хӑех шутласа тупма та пултарӗ, вара эпӗ ҫимесӗр типӗ тытса асапланни ахалех пулӗ, тетӗп. Унӑн ҫап-ҫаврака арӑмӗ сӗтел патнелле кӑлтӑртатса пычӗ, чӳрече патӗнче ларакан амӑшӗ хӑраса кайса ыйтрӗ: — Неушлӗ вӑрҫӑ, Мирон, неушлӗ вӑрҫӑ? Ҫӗнӗ тусӑмсенчен пӗрне Ромашка тесе чӗнетчӗҫ. Воропаев ун ҫине тӗлӗнсе те пӑлханса пӑхать, — Лена ҫав тери тӗрӗс те ӑслӑ калаҫать. — Тен, сӑнчӑрсем татӑлса кайӗҫ-ха… — вӗлкӗшсе иртнӗ унӑн пуҫӗнче усал шухӑш. Вара, пӑчӑртаса кӑларнӑ пек, аран-аран юлашки сӑмахпа пӗрлех, пӗтӗм самӑр кӗлеткипе чӗтренсе, ахӑлтатма тытӑнчӗ. Мӗн тума сӗнетӗн эсӗ? — Пӗлетӗп. Анчах икӗ-виҫӗ кунтан вӑл эпӗ чӗлхесӗр пулнипе интересленме пуҫларӗ. — Мӗншӗн кутӑнланатӑр? Анчах хамран мӑшкӑллама никама та ирӗк памастӑп. Пӗлетех ҫав вӑл мӗне мӗнле тумаллине, нимӗн те калаймӑн. Вӑл час-часах кӑшкӑрашать, ятлаҫкалать, анчах кӳренмелле мар, ӑна ҫынсем сума сӑваҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра хӑйсене ун умӗнче ирӗклӗрех те тыткалаҫҫӗ. — А пуринчен ытла, — терӗ ҫав хушӑрах халиччен чӗнмесӗр ларнӑ капитан, — акӑ мӗн, Владимир Семеныч: — ман пек ҫыннах илсе пӑхӑр акӑ, эпӗ ӗнтӗ 200 тенкӗ шалу ҫинче 20 ҫул хушши служить тӑватӑп, ман пур, ялан ҫитмест: ҫавӑн пек ҫынна вара, ватӑлмалӑх кунсенче, служить тунӑшӑн та пулин тупӑш курса пӑхма памалла мар-и ӗнтӗ, комисьонерсем кашни эрнере вуншар пин тупӑш кураҫҫӗ пулать те! Ҫулсем ҫине сарнӑ чул плитасем хушшинче хирти петрушкӑпа пӑрҫа курӑкӗ ӳсет. Картиш варринчи ҫӑла упа кӗпҫи сӑрса илнӗ. Астрономсем ӑна Сатурн спутникӗсен ванчӑкӗнчен пулса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. — Епле астумастӑп пулать! — Кам унта? — шиклӗн ҫӳҫенсе ыйтнӑ хӗрарӑм. Гленарван экспедицийӗ мӗншӗн ҫӳренине пӗлсен, унӑн планӗсем пирки ҫамрӑк хуҫасем те хӗрсе кайсах калаҫрӗҫ. Павел сӑмахӗ вӗсене шӑртлантарчӗ, анчах вӗсем ҫав шӑртланӑва хӑйсене ирӗксӗрех хисеплеттерекен вӑйӗпе ҫеҫ тытса чарса тӑнӑччӗ: хохол вӗсем тытӑнса тӑнине хускатса ячӗ те ун айӗнче мӗн пуррине ҫиеле кӑларчӗ. Тавтапуҫ турра! Мӗншӗн тытатӑр-ха эсир ман алла? Казаксем малтан малалла шурӗҫ; чеченецсем — вӗсем тӑххӑрӑн пулнӑ — чӗркуҫҫипе чӗркуҫҫи тӗрентерсе юнашар лараҫҫӗ, пӑшал пемеҫҫӗ. Кала, политика енчен илсен, кам майлӑ эсӗ? Пыратӑн-и? — Эсир кӑмӑллаттарасшӑн, Евгений Васильевич. — Камсем ку таврара? Вӑл унӑн тикӗс шӑмшакӗ ҫине пӑхнӑ, унӑн кӑкӑрӗ тикӗссӗн сывланине илтнӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑй ҫак хӗрарӑма юратманнине, вӑл ӑна кирлӗ маррине туйнӑ. — Эпӗ кунта шӳт тума килмен, — терӗ сестра ҫирӗппӗн. Паллах ӗнтӗ, леш енӗ те, ку енӗ те чӗнменни авантарах пулать. Оленинпа Белецкий вӑйӑ картинчен Устенькӑпа Марьянкӑна мӗнле майпа уйӑрса илесси ҫинчен калаҫрӗҫ. Унӑн сасартӑк Алексее кӑларса ярас килчӗ. — Калама ҫук чее эсрел. «Ку ватӑ ӳсӗрӗн шухӑшӗсем выляни ҫеҫ» тенӗ вӑл. Ҫапла каларӑм та, кӑмӑлӑм тӳрех лайӑхланчӗ. Ҫакӑн пек кӑмӑлпала хӑй чунне йӑпатса, Кирила Петрович лашана уҫҫӑн юрттарса, кӳршин кил-ҫурчӗ патнелле ҫавӑрчӗ те тӳрех картишне кӗрсе кайрӗ. Хамӑн ҫамрӑклӑха, уйрӑмах ҫав инкеклӗ кун кӑмӑл мӗнле пулнине аса илетӗп те, эпӗ пӗр тӗллевсӗр, сиен тӑвас килмен ҫӗртенех, ахальтен — интересленнипе тата мӗн те пулин тӑвас килнипе кӑна чи хӑрушӑ айӑплӑ ӗҫ тума пултарнине питӗ уҫҫӑн ӑнланатӑп. — Ҫавӑнтах тата вӑл: — «Ну, саккӑртан вуннӑ кӑларсан, мӗн чухлӗ пулать?» — тесе ыйтать хӑйӗнчен хӑй. Сӑнчӑрпа кӑкарса лартнӑ Латюд король приказӗ тӑрӑх тӗрмен нӳрлӗ пӳлӗмӗнче чӗрӗллех ҫӗрнӗ чухне, тӗрме стенисем ишӗлсе анасса, король статуйи, Парижра мӑнаҫлӑн каҫӑрӑлса тӑраканскер, ҫӗре ӳкессе, Латюд хӑй вилӗм шӑтӑкӗнчен ҫӑлӑнса тухасса, монархи тӗп пулса тӗрмене лартмалла туса приговор ҫине алӑ пусакан аллӑн хуҫи халӗ вӑл хӑй пуласса, халӑха хӑйӗн ирӗкне пӑхӑнтарса тӑракан аскӑнчӑк ҫынтан ҫак бронза алӑ кӑна тӑрса юласса ӗненнӗ пулӗччӗ-ши? Сирӗн тавар мӗнлине пӗлесшӗн те эпӗ. — Эх, кӑмӑллӑ ҫын, эсӗ шулӗк пулсах ҫуралнӑ! — тетчӗҫ мужиксем хуҫана. — Эс ху ӑнкарнинчен ытларах мухтанма пултаратӑн. Тӗлӗкри пек аса илетӗп эпӗ ун караванӗсене. Вӑл мӗн шухӑшласа кӑларнине пӗлместӗп, анчах барышньӑна эпӗ пит те хӗрхентӗм. Эпир таврӑнатпӑрах, ун чухне вара кам пирӗнтен уйрӑлса каяканнисен, пире тата пирӗн ӗҫе… тӑван ҫӗршывпа Дона ҫӑлас аслӑ ӗҫе сутаканнисен, йывӑр хурлӑх курма тивӗ… Тоня аллисемпе суллать. Ҫӑлтӑрсем вара Ҫӗр тавра ҫаврӑннӑ пек кӑна туйӑнаҫҫӗ: ӑна Ҫӗр хӑй тавра талӑкра пӗр хут ҫаврӑннинчен чухлама пулать. Ку ҫеҫ те мар, шалта вучах майне килекенскер те пур, унӑн трубинчен тӗтӗм кӑларса ярсан, вунӑ градуслӑ сивве ҫӑмӑлах ҫӗнтерсе пыратӑн. Эпир ун чух шӑпах ҫул урлӑ каҫаттӑмӑр. — Эпӗ, сударь, — терӗ Ольбинет, — анчах эпӗ калаҫса тӑма… Вӑл вӗсене курсан хӗрсе кайрӗ, унӑн вӗсем хыҫҫӑн чупас килчӗ, хӑй вӗсене хӑваласа ҫитессине шансах тӑчӗ вӑл. Эсир йывӑр самантра иккӗленетӗр, эпир шутласа хатӗрленӗ ӗҫе шанмастӑр пулсан, эсир, вырӑс ҫарӗн офицерӗ, ниме те тӑмастӑр! Мунча хыҫҫӑн, ҫителӗклех ҫывӑрса тӑраннӑ хыҫҫӑн, вӑл тасалса кайнӑ, анчах апла пулин те, хӑй ҫаплах-ха салху, шухӑша кайнӑ пек. Унта-кунта тӗрткелет, пӗр шӑтӑкне пырса пӑхать, теприне, ҫапла пурне те пӑхса тухрӗ. — Ҫапла, гражданин. Эсир мана таҫта ярсан та — тӑратӑп, таврӑнатап, яланах, пурнӑҫ тӑршшӗпех ӗҫлетӗп. Ҫав Лодыжкин такам вӑл – турӑ ҫеҫ пӗлме пултарать. Шалта васкавлӑ, ачанни пекрех сасӑ илтӗнет. Эх, епле хитре xӗp!» Сирӗн мӗн пулса тухрӗ тата? — Нимӗн те хӑвармарӗ, хӑрах ураллӑ шуйттан… Пуҫне ҫыхнӑ хӑй. Пӗр пӗлӗтсӗр кӗрен ирӗн савӑнӑҫлӑ ҫутинче вӗсен пичӗсем тӗссӗр-кӑваккӑн, шыҫӑнса ялтӑранӑн та мӗскӗннӗн курӑнчӗҫ. — Дик вӑл ухмаххисенчен мар, — терӗ. Эх, урам, урам! — Кам ирӗк пачӗ тырра салатма? — кӑшкӑрса пӑрахрӗ те Макар, ҫавӑнтах тараса ҫине хӑпарса тӑрса Батальщикова тӗртсе ячӗ. Пӳлӗмре хохолӑн янӑравлӑ та уҫӑ сасси илтӗнчӗ: — Павел! Ашшӗ вилнӗренпе тӑхӑр ҫул ҫитнӗ тӗле тин Артамоновсем, хӑйсен чиркӗвне туса ҫитерсе, ӑна Илья Пророк ячӗпе светить тутарчӗҫ. Коммунӑна уҫнӑ ҫӗре районри пӗтӗм комсомол активӗ пухӑнчӗ. — Паныч, сирӗн кунтан тухса каймалла… Хӑвӑн колхозу ҫинчен каласа пар. Марья Кириловна йӗп ҫинчи пек ларса пырать, Верейскийӗ питӗ тимлӗн итлерӗ, унтан — ку пӗтӗмпех тӗлӗнмелле. япала, терӗ те, сӑмаха урӑххи ҫине куҫарчӗ. — Эпӗ кунта, Джек, — сас пачӗ Дик, ачана аллинчен тытса. Присяжнӑйсем те унпа килӗшеҫҫӗ. Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; юнашар пӳлӗмре кӑштӑртатни, пӑшӑлтатни илтӗнет. Кам арӑмне те пулин ҫавӑрса илнӗ пуль те, ҫавӑнпа вӗлерсе хӑварнӑ пуль. Вӑл мӗнле ҫын иккенне эпӗ лайӑх пӗлетӗп — вӑл тӳрех ҫула тухса кайма шутлать; ӑна нимӗн те тытса чарас ҫук. Вӗсем иккӗшӗ аяккинерех пӑрӑнса тӑчӗҫ. — Сан шутпа, эп сана юрататӑп пулать? — хиврен ыйтрӗ вӑл ҫав кунах, Эвелинӑпа иккӗшӗ ҫеҫ юлсан. — Апла пулсан, эсӗ хальхи тапхӑра айӑпламастӑн эппин? Ну, халӗ ӗнтӗ пурин те кӑмӑлӗсем ҫав тери ҫемҫелсе кайрӗҫ, — ӗмӗрне курман-илтмен япала: нихӑшӗ те куҫҫульне тытса чараймасть, пурте ӗсӗклесех макӑраҫҫӗ, мӑнтарӑн хӗрачисем те; кашни хӗрарӑм, хӗрачасем патне пырса, пӗр калаҫмасӑр-тумасӑр, ҫамкаран чуптӑвать, унтан аллине вӗсен пуҫӗ ҫине хурса, пӗлӗтелле пӑхать, ун хыҫҫӑн ӗсӗклесе куҫҫульне шӑла-шӑла аяккалла кайса тӑрать, теприн те унӑн вырӑнне тӑрса ҫапла курнӑҫланмалла-ҫке. — Ҫӑрттан мучи, пуҫне пӑркаласа, хуллен кулса илчӗ. Любовь, хӑйӗн юратнӑ ҫыннисене мухтаса, пӑлханнӑ; унӑн питне ҫутӑ-хӗрлӗ сӑн ҫапнӑ, вӑл ашшӗ ҫине, хӑйӗн ӗнентерме вӑйӗ ҫитмесен те, ҫапах ӗненме, шанма ыйтнӑ пек, пӑхнӑ. Ҫакӑн ҫинчен ҫапла шухӑшлатӑп та туртатӑп, туртатӑп, туртатӑп. Ҫакӑн пек чухне ҫын чунне, чӑн та темӗн сивӗтет. Каллех йытӑ йӑнӑшнипе ҫухӑрни илтенет: «Ан тартӑр!» Кайман шыва чӗрӗллех персе ӳкрӗ, унӑн хӑрушӑ хӳри ҫапнипе шыв пӑтранса кӑпӑк тухрӗ. Унӑн хӑй епле пӗр вӑхӑтрах, хуторти пӗрлештернӗ хуҫалӑха йӗркелесе ура ҫине тӑратассишӗн ӗҫленипе пӗрлех, ӑна аркатса пымалла пулнӑшӑн чунӗ ыратни ҫинчен ӳпкелешсе каласа парасси килчӗ, анчах Лятьевский ӑна калама памарӗ; шурӑ эрехне ӗҫсе ячӗ те, Яков Лукича урӑх тултарса памасӑрах, ҫапла ыйтрӗ: — Мӗне кура эсӗ, ҫакнашкал тӑрмаланчӑк ухмах, пирӗнпе ҫыхланса кайрӑн-ха? Фратю кӑмӑлӗ юлчӗ. Уранӑн ҫути пит начар, ку планетӑна 1781 ҫулта ӑнсӑртран кӑна телескоппа курнӑ. Анчах шикленмелли ним те курмарӗ. Икӗ шляхтича сӑнӑ ҫине ҫӗкленӗ ӗнтӗ Дегтяпенко, юлашкинчен парӑнасшӑн пулман виҫҫӗмӗш шляхтич ҫине тапӑннӑ. Ӗҫме — пӑтранчӑк шыв! — Ай, пултарать!.. — Тӗрӗс, принц пекех. Малтанах вӗсене капитан мистер Эрроу, Гэнтер, Джойс, доктор тата сквайр валли палӑртса хунӑ. Морис хӑй стаканне хӑвӑрт ӗҫсе ячӗ те лаши ҫине сиксе хӑпарса:— Cavallada? — тесе кӑшкӑрчӗ. Манран ыйтӑр-ха эсир, Половцев господин сирӗнпе мӗн шуйттан тума ҫыхлантӑм-ха эпӗ?! — Листоксене — лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ. Пӑшӑрханса ӳкнӗ, ним тума пӗлеймен, аптӑранӑ сӑнлӑ упӑшки ҫавӑнтах ун патне чупса пычӗ. Анчах Шурочка хӑйне хӑй алла илме ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ, тутӑрне пичӗ ҫумӗнчен сирсе хучӗ. Шӑпах ҫавӑн пек, пӗр-пӗринпе лайӑхах паллашса ҫитеймен икӗ господин, Невски урамӗнче тӗл пулсан, кӗтмен ҫӗртен пӗр-пӗрин умӗнче шӑл йӗреҫҫӗ, виҫесӗр шапӑлтатса пит-куҫне пӗркелентереҫҫӗ, вара ҫавӑнтах, пӗри тепринчен пӑрӑнса кайсан, унчченхи пекех, нимпе те интересленмен пек пулаҫҫӗ, е пуринчен те ытларах, чирленӗ чухнехи пек кичем пулса тӑраҫҫӗ. Вӑл ҫӳҫене-ҫӳҫене кайнӑ, хӗрарӑма хирӗҫ тӑрса, ӑна — ураран пуҫласа пуҫ тӳпине ҫити — ӳпкевлӗн пӑха-пӑха илнӗ. Хӗрарӑмсем валли чыслӑ экипаж хатӗрленӗ. Тьфу! Ҫак кунран пуҫласа вара Ковалев майор ним пулман пекех Невски проспектпа ҫӳрет, театрсенче те, пур ҫӗрте те пулать. Хӑвӑр ҫинчен мӗн те пулин каласа парӑр мана; эсир хӑвӑр ҫинчен нихӑҫан та калаҫмастӑр. Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл чӗлӗм ӑшӗнчи вӗри кӗле улӑм ҫине тӑкрӗ те, ӑна вӗрме пуҫларӗ. Шухӑшламалли пулнах ҫав Ҫуллахи вӑхӑтра эпир Кӗмӗл Хырлӑхри тахҫанах пӑрахӑҫа тухнӑ пӗчӗк ҫуртра ирттертӗмӗр, ҫуртӑн йывӑҫ маччисемпе кӗтмен ҫӗртенех стена хӗррине тӗкӗнекен коридорӗсене илемлӗн тӗрлесе пӗтернӗ. Ун тӗлӗнче каҫхи кӑвак лӗпӗш вӗлтлетнӗ. Староста малтан йӑпӑр-япӑрах лаши ҫинчен сиксе анса улпута пилӗк таран пуҫ тайрӗ те, тин сӑмах хушрӗ: «Сывӑ-и, аттеҫӗм, Аркадий Павлыч», унтан пуҫне ҫӗклесе силлесе илчӗ те, Софрон Перова кайни ҫинчен, ӑна чӗнсе килме ҫын яни ҫинчен каласа пачӗ. Ун ҫинче ҫӳхе бареж платье, хӑлха хыҫнелле тураса янӑ ҫӳҫӗсем таса та сывлӑхлӑ питне хӗрӗнни пек ҫамрӑк сӑн кӗртеҫҫӗ. Кайрӑмӑр! Каласан ӗненмӗн: хӑш чухне виҫӗ «Т–34» танкпа тата трофейлӑ броневикпа базӑллӑ складсем вырнаҫнӑ саласене илеттӗмӗр. Ҫапах та… мӗн пӗлетӗр-ха эсир? Чӑнах та, мӗн эпир, тӑратпӑр, тӑратпӑр ҫакӑнта… — Вара чӑнласах ҫапӑҫмалла пулать… Пӑшалсем пур пирӗн, позицисем те шанчӑклӑ, — терӗ Огнянов. Флотри паллӑ традиципе кам пӗлмест иккен кашни путарнӑ карап пуҫне чаплӑ апат хатӗрленине, ҫав чаплӑ апатра тӑшмана ҫӗнтерекенсене командовани ӑшаласа пӗҫернӗ сысна ҫурипе хӑна тӑвать. Ывӑнса ҫитсен вӑл ҫывӑрса кайнӑ, ӑна вара каллех чӳркесе хӑма ҫумне ҫыхнӑ. Тен, вӗсем унта чӑннипех сахал пуль. Эсӗ ҫавӑн сӑлтавне часах ӑнланса илме те пултаратӑн. Унтан умра тӑсӑлса выртакан хуран ҫине тинкерчӗ: — Кӑҫал вӑрӑмтуна ир тухрӗ, — терӗ вӑл лӑпкӑн малалла. — Шеплӗ! — лартса хучӗ Лбов. Анчах эсӗ асту, лайӑх асту. Хӑй епле вӑкӑр пек самӑрӑлса кайнӑ, авланма вара ҫамрӑк иккен! Тихон ҫакӑн пек аппаланса ларни Никитӑна хулари Антонушка ятлӑ пӗр ухмаха аса илтерчӗ: ҫав ҫӑмламас, тӗксӗм сӑнлӑ, ури пӑрӑнса ларнӑ, тӑмана куҫӗсем пек ҫаврака куҫлӑ йӗкӗт хӑйӑр ҫине патакпа чӗркелесе ҫаврашкасем тунӑ, вӗсен варрине турпассемпе хулӑсенчен темле чӑтлӑхсем купаланӑ, купаласа ҫитерсен, вӗсене ҫавӑнтах урипе пусса лапчӑтнӑ та ҫиелтен хӑйӑрпа, тусанпа витсе хунӑ, ҫав вӑхӑтрах хӑй сӑмса витӗр юрланӑ: — Христос чӗрӗлнӗ, вӑраннӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем мӗнпур вӑйӗсене пухса тата темиҫе миль кайрӗҫ. Караван пӗр ҫӳллӗ мар сӑрт хыҫнелле ҫавӑрӑнса кӗрсен, кӗтмен ҫӗртен ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ йывӑҫсем курӑнчӗҫ. Эсир пурте, эсир акӑ хӑвӑр та — ыттисенчен ӑнсӑртран уйрӑлса тӑмастӑр пулсан — пурнӑҫ ҫине эпӗ унччен мӗнле пӑхнӑ, ҫавӑн пекех пӑхатӑр. Епле йӗмесӗр чӑтас манӑн? «Пурте юрать, хӑвӑр кӑмӑлӑрпа мӗн парӑр, тиркессӗм ҫук». Вӑтӑр ҫула ҫитнӗ. Императорӑн сӑн-сӑпачӗпе тумтирӗсем ҫинчен каласа пани. Ракета самолет хӑвӑртлӑхӗпе кӑна кайма пуҫласан, капитан ӑна Куйбышев тинӗс варрине тытрӗ те, хумсем ҫинче пирӗн ракета пысӑк вӑлта хӑййи пек хумханса илчӗ. Ан ирттер! — тесе кӑшкӑрнӑ тепри, татти-сыпписӗрех лашине хулӑпа ҫапса. Пӗр икӗ минут хушши пӗри те шарламарӗҫ. — Мӗне кура эсир хитреленме тытӑннӑ? — тесе ыйтрӗ тӗлӗнсе кайнӑ Цветаев Павелран. Эпӗ ӑна витсе тӑракан пысӑк та хытӑ хуппине курмастӑп. Эпӗ ирӗкре чухне ҫак империн мӗнпур вӑйӗсем те мана ҫӗнтерес ҫуккине пит аван пӗлеттӗм. Эпӗ пӗтӗм тӗп хулана чулпа пере-пере ҫӑмӑллӑнах ишӗлтерсе чул купи туса хума пултараттӑм. Анчах хам императора тупа тунине, вӑл мана тунӑ ырлӑхсене, вӑл мана пысӑк нардак титулне кӑмӑлласа панине аса илсен, эпӗ ҫак проекта йӗрӗнсе сирсе ятӑм. Эпӗ: «Мучи, эсӗ мӗншӗн ҫывӑрмастӑн?» — тесе ыйтрӑм та, вӑл: «Ҫӗрӗпе ҫывӑрмастӑп, тусӑм, кунта ҫӗленсем тулли. Эрне ӗнтӗ ӑна пӗтӗм колхоз йышӗпе пӑхатпӑр, ҫапах та хускалма та пултараймасть вӑл. Чӳрече умӗнчех ҫул, ун ҫинчи кашни лакӑма, кашни чул муклашкине, уралан кашни-йӗрне тахҫантанпах пӗлсе тӑратӑп, кӑмӑллатӑп та; ҫул леш енче — касса тикӗсленӗ ҫӑка аллейи, ун витӗр тӗллӗн-тӗллӗн ҫатан карта курӑнать, аллея урлӑ пӑхсан — улӑх, унӑн пӗр енче йӗтем, ӑна хирӗҫ вӑрман; вӑрман ӑшнерех хуралҫӑ пӳрчӗ ларать. Анчах Артур ытла та ҫилленнӗ пулнӑ. Пуҫ тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ тӳпери уйӑх ҫурҫӗр ҫитнине кӑтартать; таврара шӑп; пӗве ҫинчен сивӗ сывлӑш вӗрет; ун хӗрринче кивелсе кайнӑ салхуллӑ пӳрт ларать. Автан пӗрремӗш хут авӑтса ярсан, пӗр пӗчӗк ушкӑн ҫак лӑпкӑн ҫывӑракан ялтан хирелле тухса уттарчӗ. — Мужиксем ҫинчен эпӗ пӗтӗмпех пӗлетӗп: эсӗ кулӑшлине каласа пар. Анчах астӑвӑр, вак-тӗвексемшӗн пӗр-пӗрне ан кӑшлӑр… Ӑна эпӗ хӑюлӑхӗшӗнех юрататтӑмччӗ. — Сутаканне жандармсем тытса кайнӑ. Кашнин хулпуҫҫи ҫинчех сиввӗн те ҫинҫен курӑнакан ҫивӗч штык йӑлтӑртатать. — Тата пӗр-ик кун ҫеҫ ирттӗр — ҫӗртме пусси сая каять. Пӗлтӗр ҫав старик Анконра чирленӗ, вара пирӗн юлташсенчен пӗри ӑна хӗрхенсе хӑй патне — таварсем турттаракан карап ҫине илнӗ, унтан вӑл ӑна Венецире антарнӑ, старикӗн унта тусӗсем пулнӑ иккен. Пире тав туса вӑл хӑйӗн хучӗсене хӑварчӗ. Эпӗ илсе килнӗ ҫын пукан ҫинче, пуҫне усса, хӗрлӗ аллисене кӗлетки тӑрӑх усса ярса ларчӗ. Вӑл пӗччен, вӑррисем нумайӑн, вӗсем хӗҫ-пӑшалланнӑ, вӗсем ӑна тахҫанах сыхласа пураннӑ. Дубцов салхуллӑн хаш! сывласа ячӗ, хурланнӑ пек, Давыдов ҫине нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ. — Эпӗ мсье Вольдемара курсаттӑм ӗнтӗ, — тесе пуҫларӗ вӑл. Гришутка вилни яла пӑлхатса янӑ. — Асӑрхануллӑ пулӑр, тусӑмсем! — терӗ Дик, мала пырса тӑрса. Чӗре савӑнӑҫӗ мар, — унӑн шатрисем эсир!.. — чӑнкӑртатуллӑ сасӑпа ӳпкелешсе каланӑ Яков Тарасович. Ав сирӗн ҫинчен мӗскер калаҫаҫҫӗ… Тургеневӑн кӗнекисем хӗрарӑма ырлаҫҫӗ, вара хӗрарӑмсем ҫинчен хам мӗн лайӑххи пӗлсе тӑнипе пуринпе те эпӗ хам асра таракан Королева сӑнне илемлететтӗм; — Йывӑрпа аманчӗ пулмалла, — терӗ Гленарван. Атте мана йӑтса илчӗ те ҫывӑрмалли пӳлӗме леҫрӗ. Аставатӑп, пӗррехинче, чӗрнесемпе пайтах вӑхӑт ним усӑсӑр чакаланса ларнӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӗлӗнмелле лайӑх чӗрнеллӗ Дубковран: Сан чӗрнӳсем чылайранпа ҫакнашкал-и, вӗсене мӗнле майпа апла тума пултартӑн? — тесе ыйтрӑм. «Вӗсем унашкал пулччӑр тесе, хам астӑвасса нихҫан та нимӗн те туман, йӗркеллӗ ҫын чӗрни урӑхла пулассине ӑнланмастӑп», — терӗ мана хирӗҫ Дубков. Ҫавӑнпа партбилетна кӑларса патӑн, ялхуҫалӑх ӗҫӗпе пурӑнӑп, пӑлкка ҫӗрура чулсем хушшипе хӗсӗнсе кӗнӗ пек, партие хӗсӗнсе кӗтӗн!.. Ача-пӑчаран мӗн ыйтмалли пур? — Нумайранпа. — Куракан пулӑп тесе шутлатӑн-и?.. — ыйтрӗ лешӗ каллех, йӑл куланҫи пулса… Хурах!.. Малтан йытӑ хӑрӑлтатни, унтан хаяррӑн вӗрсе яни ӑна айккинелле пӑрӑнтарчӗ. Вӗсем хӑйсем ҫӗр айӗнчи шӑтӑкра мӗн чухлӗ пулнине чухласа илме тӑрӑшнӑ. Вӗсене ҫакӑнта темиҫе кун та, темиҫе эрне те ҫӳренӗ пек туйӑннӑ. Анчах ун пек пулас ҫукки курӑнсах тӑнӑ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫуртисем те петмен вӗт-ха. Ҫӗнӗ Зеландирен килнӗ португалпа Хӗвеланӑҫ Африкӑн ҫак вырӑнӗсенче чура суту-илӗвӗн ӗҫӗсемпе час-часах ҫаврӑнса ҫӳрекен американец Ангола ҫыранӗ хӗрринче ӑнсӑртран тӗл пулнӑ-и е ӑнсӑртран мар-и — ӑна малалла вуласан пӗлӗпӗр. Тытӑр та хӑвӑр ӑнлантарӑр. Яра парӑр, — тесе мӑкӑртатса илчӗ те вӑл сасартӑк, татах ҫӗре выртрӗ. Эс никамшӑн та хӑрушӑ мар, никама та кирлӗ мар. «Макари» Ҫӗнӗ Зеландине каякан карапсен ӗмӗрхи ҫулӗнчен айӑккине кӗрсе ҫӗмӗрӗлчӗ. Вӑтам пӳллӗ, хыткан, хура ҫӳҫлӗ те тӗксӗм ӳтлӗ, пӑхма вӑйлӑ ҫын пек курӑнать. Вӑл чылайччен хускалмасӑр, куҫ харшисене пӗрсе, тӳрӗ пӑхса ларчӗ. Куратӑн-и, мӗн туса хутӑр эсир? Вӑл сӑхсӑхрӗ те чӗркуҫҫи ҫинчен тӑрса хӑвӑрт салтӑнма пуҫларӗ. Ашшӗпе хӗрӗ ахӑрнех инҫетре пулман пулмалла, тен, кӳршӗри шыв арманӗнчен кӑна таврӑнчӗҫ пуль, — ҫийӗнчи тумӗ йӗпенме те ӗлкереймен. Эпир ҫирӗм ултӑ ҫынччӗ — ҫирӗм ултӑ чӗрӗ машина, нӳрӗ подвала хупса лартнӑскерсем, ир пуҫласа каҫчен чуста ҫӑраттӑмӑрччӗ, кӗлентӗрпе сушка тӑваттӑмӑрччӗ. Конго шывӗн Кванго ятлӑ юппи урлӑ каҫса, 1854 ҫулхи майӑн 31-мӗшӗнче Сан-Паулу-ди-Луанда порта пырса ҫитнӗ. Вӗри юнлисем, вӑйлисем килсе ҫитсен эсӗ ху ӗмӗлкене, ҫӗрлехи сехӗрлентерӗве уҫатӑн, эсӗ мӗлкеленсе ҫухалатӑн. — Хӗл каҫиччен вӑл ҫав тери мӑнтӑрланса чирлесех каять, — терӗ Паганель майора. — Вара вӗҫме те пултараймасть. — Ҫавӑнпа ҫав эпӗ ӑна иртнӗ хӗлле курман. Нумай кӗтмелле пулмасть. «Пурӑннӑ, тет, Ҫӗр тӑрринчи ялта икӗ ҫын. Пӗри килте ларма юратнӑ, тепри ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ. Магеллан проливӗпе пирвайхи сехетсене ишсе пынӑ чухне пӗр утмӑл-сакӑрвунӑ миль таран унӑн ҫыранӗсем лутра та хӑйӑрлӑ выртаҫҫӗ. Вӗлерес шурӑ ҫынна! — терӗ Муани-Лунга. Португал сӗнӗвӗ хыҫҫӑн унра пӗтӗм тискер туйӑмсем выляса кайрӗҫ. Ҫав чан сассине пула-и е ҫилӗ ерипен вӑркӑшнипе, е тата, пӗр хӑйне ҫеҫ паллӑ сӑлтавсене пула, Петр туять — таҫта леш еннерех, мӑнастир хыҫӗнче, пӗр-пӗр юханшыв ҫыранӗ пур, унтан чӑнкӑ вырӑн пуҫланмалла, тата леререх, инҫете-инҫете тӑсӑлса, тӳлек пурнӑҫӑн аран туйса илмелле сассисемпе тулнӑ тӳремлӗх пуҫланать. Кам-ха вӑл апла? Вӑл тус пек мана алӑ пачӗ те хӑйне чипер тытманшӑн пирвайхи сӑмахсемпех манран каҫару ыйтрӗ. Халь пирӗн карап тӗкӗр пек яка пӑр ҫинче конькипе ярӑннӑ евӗр пӗр тикӗс пырать. Ҫакӑ йӗрӗнчӗк чӗрчунсем мана икӗ енчен тапӑнчӗҫ. Вӗсем Уран планетӑна тупнӑ хыҫҫӑн вӑл тепӗр ҫирӗм, хӗрӗх, утмӑл ҫултан ӑҫта пулассине тӗп-тӗрӗс кӑтартса панӑ. Хӑй пӳлӗмнелле кайнӑ чух, вӑл ҫапла пӑшӑлтатса илчӗ: «Мӗн пӗлме пултарнӑ-ши атте? Урайне вӗсен юнӗ юхса аннӑ. — Унта пулнӑ-и эсир? Калле ҫавӑрӑнса килсен вӑл, ҫав кирлӗ маршӑнах хӑйне хӑй пӑлханса кайма ирӗк панӑшӑн кӑмӑлсӑрланнӑ ҫын пек, хулпуҫҫине хускатса илчӗ. — Ҫук, эсир йӑнӑшӑтӑр. Унта кивелсе кайнӑ машин ванчӑкӗ пур, тӳнсе кайнӑскер, ҫавӑн айӗнче выртать. Анчах тепӗр минутрах вӑл садалла пӑхса, кӑштах итлесе тӑчӗ те алӑка хупрӗ унтан ача патне пӗшкӗнсе хуллен кӑна:— Ну, тӑр, кайрӑмӑр! — терӗ. Пуринчен малтан эпӗ сире ҫакна астутарма тивӗҫлӗ: французла документри соnten тенӗ сӑмах соntinent — континент тени пулать. Кун пирки сӑмах та ҫук. Ыйт манран пурнӑҫӑма — хаваспах паратӑп эп сана ӑна. Полозов чарӑна-чарӑна калаҫма пуҫларӗ; ывӑнчӗ ӗнтӗ вӑл. «Телейлӗ, ӑнсӑртран пулнӑ ӗҫ» — шухӑшларӗ вӑл, ҫӑмӑллӑн сывла-сывла. Сасартӑк, хыттӑн темӗн те пӗр каласа, пире гусарсем хупӑрласа илчӗҫ. Ромашов тӗксӗммӗн айккинелле тинкернӗччӗ, ӑна халь, куҫне куҫарттарса, полковника питӗнчен пӑхтармашкӑн тӗнчере нимӗнле, пӗр нимӗнле вӑй та хистеме пултараяс ҫуклӑн туйӑнчӗ. Ман хам ҫинчен эпӗ ӑна хирӗҫ тавӑратӑп тесе шухӑшлаттарас килместчӗ. — Ҫапла майпа вара тӗрлӗ нацисем пулса пыраҫҫӗ, — терӗ Гленарван. Анчах инкек вӗт-ха — ниепле хӑтӑлма ҫук: шыва пӑрахатӑн — путмасть шуйттан ҫӗрри, тенки те путмасть, шывра ярӑнса ҫӳрет-ҫӳрет те каллех сан аллуна кӗрет. Чӑнлӑх тӗплӗ шухӑшлама пултаракан ӑслӑ ҫын ӑстӑнне пырса кӗме яланах ҫул тупать. Эпӗ ку таранчченхи пекех сирӗнпе юласшӑн. Лаша урисем шӑппӑн, ҫемҫен тапӑртатнӑ сасса илтсе, Давыдов пуҫне ҫӗклерӗ: хапхаран йӗнерленӗ, усӑк купарчаллӑ пӗчӗк хӑла лаша сиккипех вӗҫтерсе килсе кӗчӗ. Вӑл малалла калама пуҫларӗ. — Ҫапла, эпӗ хама вилӗм патне илсе пыма пултараймастӑп. Унпа юнашарах Любишкин ӑшталанать. Тӑлӑх Баймаковӑна пурӑнма йывӑр пулнӑ. Трон умӗнче пысӑк сӗтел пур, ун ҫинче глобуссем, планета ҫаврашкисем, математикӑра кирлӗ пулакан тӗрлӗ хатӗрсем выртаҫҫӗ. Тепӗр енчи свидетельсем мӗн каланине итлесе пӑхас пулать. Наркомсене — облаҫсене вӗсен заместителӗсене — районсене, полковниксене — райвоенкоматсене, бригада инженерӗсене — ҫул-йӗр мастерӗсем пулса ӗҫлеме. Ҫак шифрӑн уҫҫине пӗлекен ҫын ӑна ирӗккӗнех вулама пултарӗччӗ. «Вӑратмастӑп», — шухӑшларӗ вӑл. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — кӑшкӑрнӑ Синопа. Енчен пирӗн ҫак корольсем вырӑнне вӑл пулнӑ пулсан, ҫак хулана тата ытларах улталанӑ пулӗччӗ. Вӗсен тискер вӑйне хамӑр ҫинче сӑнаса пӑхма тӳрӗ килӗ тесе ӗмӗтленетӗп эпӗ. Ту качакисемпе хир ланӗсен ячӗпе тархаслатӑп сана, хӑй шут тумасӑр та ан канӑҫсӑрлантарсам эс хӑвӑн савнине! Манӑн пур мӗн ҫимелли. — Чӑн-чӑн таса юрату… — Ан пынӑ пултӑр ҫав ача ҫывӑхне, — ҫирӗппӗн татса каларӗ Ольга. Ҫакнашкал уяв кунӗсенче тарҫӑсем арена ҫине утӑ, сӗлӗ тата сӗт бидонӗсем йӑтнӑ ехусене хӑваласа пыраҫҫӗ, ҫав ҫимӗҫсемпе вара гуигнгнмсене апатлантарса хӑналаҫҫӗ. Юнпа «П. С.», «А. Г.» тесе ҫырнӑ тупа тунӑ хут, унтан Петька пиччӗшӗн адресӗ ҫеҫ хамӑрпа пӗрле тӑрса юлчӗ. Ку хайлавӗ кӗске… Пушатас та часрах, унтан ун ҫине пӗр ҫирӗм ҫын платник антарас, ӑна вӗсем часах сӑн кӗртеҫҫӗ! — йӑпатакан сасӑпа каланӑ подрядчик. Каллех анраса кайрӑм эпӗ. Павка пӳрт алӑкне хӑюсӑртараххӑн уҫрӗ. Ҫӗршыври партисем пӗр-пӗринпе хирӗҫсе кайсан, унӑн вӗсене лӑплантарма та тӗлӗнмелле чаплӑ мел пур. Анчах ӗнтӗ вӑл халь ӗлӗкхи пек савӑнӑҫлӑ пулмарӗ, хӑйне хуйхӑллӑн тытрӗ. Унтан вара, мӗнле интерес хистеме пултарайӗ мана хам пуҫа вӑтӑр иккӗмӗш ӗмӗрти ҫынсен тӗлӗйӗшӗн ҫапса ҫӗмӗрмешкӗн? Мана ку кӑштах иментерчӗ. Гимнастёрка витӗр унӑн тӑн-тӑн кӑкӑрӗсем палӑрса тӑраҫҫӗ. Ҫыран тӳпинчен чупса анма ӗлкӗрнӗ хӗрача лешӗ ҫапла хӳхлесе йӗнине илтрӗ те тӗлӗннипе ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ташлама чарӑнмасӑрах, урисемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт тӑпӑртаттарса, Алексей икӗ пӳрнине ҫӑвара чикрӗ, хӑлхана хупласа лартмалла шӑхӑрчӗ те янӑравлӑн тытӑнчӗ: — Моккей ятлӑ улпутӑнПилӗк тарҫӑ пулнӑ-мӗн,Халь улпут хӑй тарҫӑра, Чи-ра-ра, та-ра-ра! Ку тӗлӗшрен илсен, халлӗхе питӗ те аван пырать-ха: каҫ енне кайсан, бриз самаях лӑпланчӗ. «Дункан» хӑйӗн тинӗс ҫинче ҫӳрес пысӑк пахалӑхӗсене ҫӗнӗрен куҫ умне тӑратма пултарчӗ. Пассажирсем ҫав кунхинех вӑхӑта унчченхи пек ирттерме пуҫларӗҫ. — Пирӗн ӗҫ нимӗнпе те пӗтмесен — ыран мар, тепӗр кунне; ӗҫ майлашса кайсассӑн — тен пӗр-икӗ кун ытларах та пурӑнма тивет, хуть те мӗн пулсан та — пӗр минут та ытлашши тӑмӑп. Зоя чӳречерен пуҫне кӑларнӑ та ҫул ҫине пӑхса пырать. Эсир ӑслӑ ҫын… эпӗ сире ӑсӑршӑн хисеплетӗп… — тесе хунӑ. Зеб йӗнер ҫинчен сиксе аннӑ, малалла пӗр-ик утӑм ярса пуснӑ та чӗркуҫленсе ларнӑ; унтан, такана кӗсьерен кӑларса, ӑна курӑк ҫинче пит палӑрса тӑракан йӗр ҫине хунӑ. Вӑл пӳлӗмӗ тӑрӑх хӑвӑрттӑн утрӗ, ҫӳҫне пӑтраштарса ячӗ, хӑй патне килекенсене кӗтсе илнӗ пек туса ҫемҫе тенкел ҫине пыра-пыра ларчӗ, унтан сике-сике тӑрса диван ҫине пыра-пыра ларчӗ, хатӗрлесе хунӑ пир патне пырса алли вӑр-вар ҫаврӑнкаланине кӑтартма кистьне пир тӑрӑх хӑюллӑн туртса илчӗ. Ҫук, апла мар, пӗтӗм тӗнчене мар!.. — Мӗнех вара! Ура айӗнче кӗпер хӑмисем кӗмсӗртетсе илчӗҫ. Унӑн кӑвак пичӗ ҫинче шурӑ та сайра бакенбард чӗтренсе тӑрать, мӑйӑхне хырнӑ ҫӳлти тути ҫӑварнелле авӑнса кӗрет, тӑваткал пит шӑмми мундирӗн ҫӳллӗ ҫухи ҫинче тытӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та унӑн ҫухи айӗнче мӑй ҫук пекех курӑнать. Часах Альтмансем яланах пӗр пек ырӑ кӑмӑллӑ, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулма тытӑнчӗҫ, мӗншӗн тесен Венӑна тӗппипех нимӗҫсенчен тасатрӗҫ, Хӗрлӗ Ҫар та хӗвеланӑҫнелле чылай инҫе кайрӗ. Куҫҫуль вӗресе килнӗ, кӑкӑрӗнче темӗскер — чул пек йывӑр, пӑр пек сивӗ япала ҫуралнӑ. Анчах Ҫурҫӗре, хам пӗлсе ҫитнӗ, хам юратнӑ ҫӗршыва, каймаллах. Тепӗр чухне пирӗнпе мыскарасем пулаҫҫӗ, ун пек чухне эпӗ хам маттур пулнине кӑтартатӑп, вара хӗрачасем мана утпа лайӑх ҫӳренӗшӗн тата хӑюллӑ пулнӑшӑн мухтаҫҫӗ, мана хӑйсене хӳтӗлекен ҫын вырӑнне хураҫҫӗ. Анчах та сенкер кӗленче вазӑсен хушшинче вырнаҫтарнӑ портрет, юр кӗрчӗсем хушшинче, хӑмӑш тенкел ҫинче ларакан паттӑр ҫын — ку ӗнтӗ Даша инке хӑех пек туйӑнать. Эпӗ савӑннипе ытлашши айванла пӑхрӑм курӑнать. Хӗрача та ман ҫине шӑтарас пекех пӑхрӗ. Хӗрарӑм казака ҫавӑтнипе сулӑна-сулӑна кайни курӑнатчӗ, вӗсен урисем айӗнче пылчӑк лач-лач тутарнине илтеттӗм хӗрарӑмӗ хыттӑнах мар, тархасласа ыйтатчӗ: — Ӑҫта каятӑр-ха эсир? — Вӗсем… вӗсем… Паром ҫинче хуралҫӑ эсир-и? Йӗри-тавра телей те лӑпкӑ канӑҫ; пӗтӗм тӗнче савӑннӑ пек туйӑнать, пӗр вӗсем ҫеҫ телейсӗр, манӑҫа юлнӑ; рабочисем килӗсене салана пуҫларӗҫ, пӗр вӗсен ҫеҫ килӗ ҫук. Вара вӗсем Аолсене калаҫҫӗ: тӳремлӗхе каймалла, шӑвармалли каналсем чавмалла, шывлӑх пысӑк управсем тумалла. — Йӗкехӳресене вӗлерме. А вӑт пирӗн колхоз пуҫӗ ытла ӑслах мар, кӑштах тӗксӗмленнӗ. Ҫак ҫутӑра, ҫӗрлехи кӗрмешӳре сапаланнӑ шурӑрах ҫӳҫ кӑшӑлӗнче, хӗр пирӗшти пек илемлӗн курӑнать. Вӑл мана итлемерӗ. Ҫӳҫӗ кӑтраччӗ унӑн, мӑйӑхӗ ункӑ пек пӗтӗрӗнсе тӑратчӗ, пӗвӗпе тӳп-тӳрӗччӗ темелле. — Мӗншӗн хӑрарӑр эсир? Эпӗ вӗсене куртӑм, виҫӗ хутчен куртӑм. Анчах кам краска пачӗ сире? Мӗн пирки апла вӑл? — Ку пырать пек, — тет Том, — вӑрттӑнлӑхӗ те пур, аппаланмалли те сахал мар, аван, анчах тата мӗн те пулин урӑххи шухӑшласа тупасчӗ, вӑрахрах айкашмалла пултӑр. — Уттар ман хыҫҫӑн, — тенӗ вӑл, лаша умне пырса. Кондрат партире пулассине эпӗ ҫавӑнпа хирӗҫ: вӑл вакӑ харпӑрлӑхлӑ ҫын, унтан эсир урӑх ним те сӑрхӑнтарса илейместӗр, хуть ӑна пресс айне хурӑр! Елена, хӑнасем йышӑнакан пӳлӗме Анна Васильевна ҫумӗнче ларса, хӑй мӗн тунине пӗлмесӗр, ӑна Мускав ведомоҫӗсене вуласа пачӗ; ҫак вӑхӑтра Берсенев килчӗ. Вӗсен ӗнтӗ, хӑйсем кирлӗ ҫӗрте алтнипе алтманнине тӗрӗс пӗлмесӗрех, чухлакаласа алтса ҫӳремелле пулмасть. Ҫавӑн пек алтса ҫӳрени питех те кансӗрччӗ. Халӗ ӗнтӗ ҫӑвнашкӑл кансӗрлӗхсем курасси те пӗтӗмӗшпех пӗтсе ларать. Германи — проза, Австри — Германизмӑн поэзийӗ. О, шуйттан илесшӗ! — ахӑрашать вӑл. Пуҫне кайӑк пек пӑрса, хайхискер, куҫлӑхне ҫӗклетнӗ арҫын тухса тӑчӗ те сивлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ. Ун пек пулмасан, куҫҫулӗсенчен сывлӑм туса хурӗ. Рада хӑй Бяла Черкваран тухса кайнӑ кунхине хӑйӗн чысне ҫӗртекен ирсӗр хыпар илтсеччӗ… Ҫук, пӗртен пӗр Бойчо кӑна ӑна йӑпатма та ҫӑлса хӑварма та пултарать… Анчах вӑл вилнӗ пулсан? Нагульнов пуҫӗнчи ҫӗлӗкне вӑр-вар хывса тытрӗ, аллине сулса ячӗ: икӗ балалайкӑран тата пӗр сӗрме купӑсран тӑракан оркестр «Интернационал» кӗввине янӑратма тытӑнчӗ. Ун пек усӑ кӑтартнине темӗн чухлӗ тӗслӗхпе ҫирӗплетсе пама пулать. Гусев хырӑм выҫҫине йӳле ячӗ те кӗреҫине пӑрахрӗ, аллисемпе тыта-тыта ҫиет, мухтать. Кухня килсе ҫитиччен. Ҫав ҫӗр ҫинчен вӑл Сандвич утравӗсем ҫине ишсе кайнӑ, ҫавӑнта ӑна асаплӑ вилӗм кӗтнӗ. — Эпӗ, — терӗ майор. Юлашкинчен ҫил тепӗр хут килсе ҫапӑнчӗ. Шкуна каллех, тӗттӗмлӗхре ман еннелле шурӗ. Луиза ҫапах та хӗп-хӗрлӗ питҫӑмартиллӗ тӗксӗмрех сӑнӑн илемлӗ овалне курса юлма пултарнӑ; вӑл тата ҫӑлтӑрсем пек йӑлтӑртакан илемлӗ хура куҫсене те курнӑ. Ҫапла пулсан та пӗрре мана темӗнле майпа виҫӗ ҫулхи аҫа ехуне тытма тӳр килчӗ. Пуринчен ытла эпӗ ҫын ҫӳремен урамсен кӗтессинчи — Тихонӑвскипе Мартыновски урамсен кӗтессинчи пӗр хутлӑ, лутра ҫуртпе интересленеттӗм. Кам-тӑр ун аллинче сӗрме купӑса туртса илчӗ те ӑна хӑрушла вӑйпа ҫӗр ҫумне сӑптӑрчӗ. Сержант каллех ыйтма пуҫларӗ: — Кала-ха: санӑн аҫу-аннӳ кам? Епле майпа эсир мана пулӑшу пама пултаратӑр-ха? Тепри, — вӑл чӑнах та чун ҫунтармӑш Эмексиз-Пехливан иккен, — малтан пӗтӗм ҫурта тинкерсе пӑхса илчӗ, унтан тата маларах иртрӗ. А ну, урусене кӑтарт-ха… Ҫапла вара, чаплӑ бал. — Николенька! — терӗ вӑл мана чи вашават сасӑпа нимӗн чухлӗ те хӗрӳленмесӗр, — ҫитӗ кун чухлӗ ҫиленнипе. Сӗтел хушшинчи ҫынсем, ура ҫине харӑс тӑрса, хӑйне саламланине курсан, Давыдовӑн чунӗ савӑнчӗ. Пурте, — мӗн ҫине кӑна тинкерсе пӑхман вӑл, — ӑна кӳрентернӗ, ҫак кӳренӳ унӑн кӑкӑрӗ ҫине кирпӗч пек купаланса пынӑ. Вӑрҫӑччен Мускавра чи пысӑк та шавлӑ пулнӑ вокзал ҫурчӗ халӗ пушӑпа пӗрех пулнӑ. Унта ҫар ҫыннисем ҫеҫ пулнӑ, — пӗрисем васканӑ, теприсем стенасем ҫумӗнчи саксем ҫинче, хӑйсен миххисем ҫинче, урайӗнче кукленсе, ним чӗнмесӗр, пурте пӗр япала ҫинчен шухӑшланӑ пек ларнӑ. Ку вӑл Джим сасси пулчӗ — ҫакӑнтан кӑмӑллӑрах сасӑ эпӗ ӗмӗрне те илтмен. Эпӗр тепӗр хут сывпуллашрӑмӑр та, лашасем хускалса сиккипе вӗҫтерсе кайрӗҫ. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухнех-ха вӑл, пӗр икӗ ҫул каялла, пӗррехинче ман пата, тимӗрҫ лаҫҫине, Яков Лукич кӗчӗ те брички валли кӗпчексем шинласа пама ыйтрӗ: «Илсе кил, — тетӗп ҫакна, — халӗ ӗҫ сахал манӑн». Крыльца ҫине шӑппӑн ӑста Артамонов тухса тӑчӗ — ҫаруран, каҫхи кӗпе-йӗмпе; вӑл шуранка пӗлӗт ҫине пӑхса илчӗ те чӳрече айӗнче ларакан ҫынсене:— Ҫывӑраймастӑп, йытӑ кансӗрлет. Тепӗр кунне, Одинцова чей ӗҫме пырсан, Базаров чылайччен хӑйӗн чашки умӗнче пӗшкӗнсе ларчӗ, унтан сасартӑк ун ҫине пӑхса илчӗ… Студентсем пулӑсем пек ним чӗнмесӗр ларнӑ ҫӗрте Профессор сасси уҫҫӑн янӑрать, вӑл панӑ кашни ыйтӑва хирӗҫ янравсӑр сасӑпа хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнет, вӑл сасӑ таҫтан тӗпсакайӗнчен, чунсӑр шурӑ стенасенчен тухнӑ пек туйӑнать, чирлӗ ҫын кӗлеткин хусканӑвӗсем архиерейӑнни пек вӑраххӑн, мӑнкӑмӑллӑн пулса пыраҫҫӗ. Эпир вӑрах кӗтмерӗмӗр… — Пӗртанлӑх? Пӑхӑр, пӑхӑр ӑна: вӑт мӗнле шлепке тӑхӑнса ҫӳреме лекет манӑн, тӗрӗссипе эпӗ хулари чи пуян ҫынсенчен пӗри-ҫке, хамӑн правасене кӑна илейместӗп… Винтовкине авӑрласан, Андрей каллех, ӑҫталла пемелле-ши? тесе, чул куписем хыҫӗнчен ҫӗкленсе пӑхрӗ. Вӗҫесшӗн-и? — ыйтрӗ вӑл янӑравсӑр сасӑпа, унтан Скайльса лампочка конусӗ айӗнчи пукан ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, хирӗҫ сӗтел ҫумне ларчӗ, чертежне ывӑтрӗ те чӗлӗмне тултарма пикенчӗ. Вӑл ӑна «ҫул ҫинчи мыскара» тенӗ пулӗччӗ ҫеҫ. Вӑт ҫапла! Вилмеллех хӑрушӑ пулсан та, вӑл пурпӗр ҫӗмрӗк пӑрахут ҫине кӗретчӗ. — Сирӗн мана уйрӑммӑнах хыпар каламалли пур-и? — тесе ыйтрӗ вӑл манран. — Телейлӗ пулма сунатӑп, — терӗм ӑна эпӗ, тата ҫавӑн майлӑ калаҫрӑм та, вӑл тӗлӗнсе кайрӗ. Пулемётсене алӑсем ҫинче йӑтса тухнӑ, тултан пӑхсан — шкул корпусӗсенчен ниҫта пӗр ҫутӑ та курӑнмасть. Анчах эсир хӑвӑр та лайӑх ӗҫлӗр, мӗн тумаллине пурне те тума тӑрӑшӑр тата хӑвӑртрах тӑвӑр. Хуп ҫӑварна, шӑлна эс ҫырт, вараМӑнастыре уттар! — Йӗркеллӗ. Шпиксем ҫывӑрма кайрӗҫ пулмалла. Итле-ха, Раul, ку ҫав тери аван мар. — Николай Еремеич улпут майри патне кайрӗ-и? Вӑл чикӗсӗр савӑнса кайрӗ. Ҫутҫанталӑкри пекех: вӑл епле илемлӗ пулсан та, тӳпере хӗвел ҫутатмасан мӗн те пулин ҫитместех». Ахаль те юратма пулать… чӑн. Тӗпелти сӗтел хушшинче ларакан Степан Бояркин ура ҫине тӑчӗ. Ыттисенчен ытларах ман пата сарайне Ермохинпа Сидоров пыратчӗҫ. Анчах ҫак самантра алӑк яри уҫӑлчӗ те, ҫуталса тӑракан куҫсемлӗ шурса кайнӑ сӑн курӑнчӗ; ку Шубин пулчӗ иккен. Эпӗ мӗскӗн карчӑкӑн пурнӑҫӗ мӗнлине каласа пама тытӑнтӑм, унӑн халсӑрлӑхӗпе ниҫта кӗмелле мар хӑраса ӳкни пирки асӑнтӑм, ҫиелтен кӑна пулин те, формализма питех тытса пырас ҫуккине систертӗм. Вӑл васкамасӑр хупрӗ те пирӗн хуҫа ҫинчен ыйтса пӗле пуҫларӗ. Гусев электричество ҫуткӑҫӗн аврине халӗ те вӗҫертмест. Анчах ҫав тери юрататӑп ӑна, эп юратнӑ чухлӗ тӗнчере пӗр ҫын та юратман ӑна, юратас та ҫук». — Ҫитӗ-ҫке ӗнтӗ сана, ан тунсӑхла, — тесе пӑшӑлтатать хӗрарӑм, вара ӑна хӑйӗн ачашлӑхӗпе нумайччен, хӗрӳллӗн, каҫса кайсах килентерет, кайран, кансан, ӑна ҫынсем ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартать: камран хӑрамалла, кам ӑслӑ, кам намӑссӑр, камӑн ытлашши укҫа пур. Пӗрре темӗнле Аррелано ӑна икӗ доллар сӗннӗ. — Пӑр илсе килӗр, — кӑшкӑрса ячӗ вӑл, Артамонов урисене темле майсӑр хутлатса, ҫине-ҫинех иклетсе, юн сура-сура крыльца картлашкисем ҫине ларсан. — Анчах та, государӗмсем, — терӗ вӑл малалла, тарӑнӑн сывласа илнӗ май ҫара чӗлӗм тӗтӗмне вӗрсе кӑларса. — Её императорское величество, пуриншӗн те ырӑ кӑмӑллӑ государыня хама шанса панӑ провинцисене хӑрушӑсӑрлӑхра усрас чухне, ку ӗҫре эпӗ хам ҫине ҫав тери пысӑк ответлӑхах илме хӑяймастӑп. Анчах Калинычпа Хорь пӗр-пӗринпе тавлашнӑ чухне сӑмах Полутыкин господин патне ҫитсе тухсан, итлесе тӑни тӗлӗнтерет. Ку куҫа курӑнни е галлюцинаци ҫеҫ пулман. Ҫавӑн пекех — аллисене тӑсса, пӳрнисене чармакласа — амфитеатр еннелле ҫаврӑнчӗ. Энрико ун енне хӑвӑрт ҫаврӑнса тӑчӗ. «Дункана» Туфольд бухтине илсе килме кун ҫумне тата икӗ кун хушса хурӑр, тепӗр ҫирӗм тӑватӑ сехет лагере ҫитме. Хӑй ӗлӗкхи Марыся пекех туйӑнать, анчах унӑн хӗрлӗ питҫӑмартисем халь шурхайнӑ, путса аннӑ. Корчагин мастерскойсене таврӑннине Цветаев асӑрханарах йышӑнса илчӗ. Малалла ҫапла ҫырнӑ: «Пирӗнпе пӗрле Ливорнӑри карапсем тытакан пуян хуҫа ҫемйинчи Артур Бертон ятлӑ ҫамрӑк ҫын пурччӗ» тенӗ. Васятка, кӗҫ-вӗҫ макӑрса ярас пек, харкашнине сӑнаса тӑчӗ. — Ахӑртнех, карап ҫинче тата кам та пулин чӗрри пур-тӑр, — терӗ Дик Сэнд. — Ну, халь пулчӗ те, — тенӗ. Мӗнле те пулин ҫулҫӳревҫӗ хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех Фушер вӑрманне Леньеле енчен кӗрсе, пуҫ чикме ҫук чӑтлӑх витӗр вӑрман хӗррине, Паринье енне тухсанах унӑн сехри хӑпнӑ: кӗтмен ҫӗртен ун умне Тург ӳссе ларнӑ. Пурте ӗҫлеме пӑрахрӗҫ, корветӑн пур кӗтессинче те матроссем капитан енне ҫаврӑнчӗҫ. Час-часах «тискер кайӑксем-чӑхсем» текен пиччӗшӗ пек пулма тӑрӑшса пулас, Виктор та ваттисен сӑмаххисем пеккисене калатчӗ, анчах вӗсем пурте пит те тӗлӗнмелле ҫыпӑҫусӑр та тӗлсӗр тухатчӗҫ. Ҫӳҫӗ ытла та ҫӑрипе, вӑл хӑйӗн пуҫӗ ҫине тем пысӑкӑш ҫӗлӗк тӑхӑнса янӑн туйӑннӑ, — елес-мелес ҫӗлӗкӗ хӑлхисем ҫине тата ҫамки ҫине анса ларнӑ, ун айӗнчен кӑн-кӑвак куҫсем лӑпкӑн, юлхавлӑн пӑхнӑ. — Мӗнле шухӑша? Хӗр хуллен кӑна кулса илчӗ те сассине ҫемҫетсе:— Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ ывӑнман… — терӗ. — Троцкие эпӗ пӗтӗмпех сивлетӗп! Мана халь унпа пӗр шайра тӑма намӑс! Вӑл каллех темиҫе хутчен те «Мардохай, Мардохай» тенине илтрӗ. Ҫав кӗнекене вӑл яланах питӗрсе усранӑ. Эпӗ кунта час-часах ҫак икӗ лав пӗр-пӗринчен иртсе кайма ҫук тӑвӑр ҫул тӑрӑх сӗм ҫӗрле пӗр-пӗр курьер хӑйӗн сиктӗрмеллӗ экипажӗнчен тухмасӑр ҫулталӑкра сахалтан та пӗр вунӑ хут иртсе кайни ҫинчен шухӑшларӑм та, чӗрем сӳлетсе кайрӗ. Анчах кунта сцена ҫине мӗнпур ӗмӗрсемпе халӑхсен чаплӑ тинӗс ҫӳревҫи капитан Кук сиксе тухать, вара ҫӗнӗ континент Европӑн эмигранчӗсемпе питӗ хӑвӑрт колонизациленме тытӑнать. «Киле илсе ҫитериччен хӑшӗ те пулин аяла пулатпӑр пуль», — тет Том. Вӗсем пачах икӗ тӗрлӗ чӗрчунсем… Ҫакӑнта ҫеҫ Андрей, тӑшманӗ ҫине пӗтӗм кӑкӑрӗпе хӑпарса выртса, ҫӗҫҫине туртса кӑларчӗ. Катя мана хӑйӗн ашшӗ ҫинчен каласа панӑ чухне, эпӗ унӑн ашшӗн сӑнне тахҫанхи карточка ҫинче, погонлӑ китель, шурӑ чехол тӑхӑнтарнӑ картузпа ларнине курнӑ самантсенче, унӑн кӗнекисене вуланӑ вӑхӑтра, ҫакӑ вӑл тахҫан ӗлӗк, эпӗ Энскран тухса кайиччен темиҫе ҫул маларах пулса иртнӗ пек туйӑнатчӗ маншӑн. — Ҫук. «Ну, халь хатӗрлен, — тет кашкӑр, — кӗҫех эпӗ сана ҫиме пуҫлатӑп». Ҫапла тӑрантармалла, ҫапла ҫитермелле; ҫук, апла мар, ҫакна мар, ак ҫакна, ак ҫапла ҫитермелле; тумлантармалла, ӗҫтермелле, шыва кӗртмелле, ҫывратмалла, уҫӑ сывлӑша илсе тухмалла, — ҫаксем ҫинчен эпир, ытларах вӑл ӗнтӗ, кашни эрнерех ҫӗнӗрен ҫӗнӗ правилӑсем пӗлсе пыраттӑмӑр. Хӗрарӑмсем ҫук, тетӗп-ҫке-ха, — ирӗксӗртереххӗн каласа хучӗ Нечаев, ыттисем хӑй майлӑ пуласса кӗтсе пулмалла, вӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе. Мӗншӗн пӗрремӗшӗнче мар? Чӑнах та, виҫҫӗмӗш урокра Акулина «Боярин хӗрӗ Наталие» татӑкӑн-татӑкӑн вулама пуҫланӑ, вуланӑ хушӑра хӑй чарӑна-чарӑна хӑйӗн шухӑшӗсене каласа пынӑ; Алексей кунтан чӑнах та тӗлӗнсе кайнӑ, вӑл повеҫри афоризмсене ҫырса пырса, пӗр листа хут лапӑртаса пӗтернӗ. Эпӗ ҫав ирсӗр ӗҫе вӑлах тунӑ тесе шутлатӑп. Кун пирки нимӗн чухлӗ те иккӗленместӗп. — Эсӗ пӗтертӗн-и, мучи? — лапкӑн ыйтрӗ Разметнов. — Апла пулсан, пирӗн пуҫ тӑрри тӗлӗнче океан! — терӗм. Ӑйӑрсем нихҫан та ҫакӑн пек ҫывӑх пулман… Смурый мантан хыттӑн ыйтрӗ: — Эсӗ Сергее приборсем паратӑн-и? — терӗ. Амӑшӗ, ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса, пӳлӗме кӗрсе кайма майлӑрах самант кӗтрӗ. Ученый кӑтартнисем ҫине Талькав куҫне илмесӗр пӑхса тӑрать, ӑна пӗр сӑмахпа та чӑрмантармасть. — Ну, сарафан тӑхӑннӑ хӗрсем мӗнле вара? Хӑйсем пӗчченҫиех уяв тӑватчӗҫ-и? — ыйтрӗ Белецкий. — Нивушлӗ хӗвелпе уйӑх туртӑмӗн вӑйӗ ҫакӑн тарӑнӑшне те ҫитме пултарать-ши? Пӑртак сыпнӑ пулин те, тата пуҫӗнче мухмӑр иртмен пулсан та, вӑл нимӗн те манман. Минералогинче калама хӗн ҫурма-грекла, ҫурма-латинла сӑмахсем нумай, вӗсене, ҫав тери илемсӗрскерсене, поэт ниепле те калама пултараймасть. — Акӑ вӑл, — сывлать, илтетӗр-и? Иккӗмӗшӗнче: «Хӑвӑртрах кил кӗҫӗр атте хулара пулать Ольга». Унтан амӑшӗ «аслӑ ҫын» патне хут ҫырса янӑ. Ман шутпа, ӑна ҫунтарса ямалла. — Ҫапла-а, — вӑраххӑн тӑсса илчӗ хохол. Ҫавӑн ҫинчен шухӑша илтӗм те, Катя пӗррехинче хӑй Ленинградра ҫуралманни хӑй йӑнӑшех тени асӑма килчӗ. Ку вӑл ытла та пулас мар пек туйӑннӑ! Чиртен тасалнӑ-тасалманах вӑл августӑн 30-мӗшӗнче Мверу кӳлли хӗррине ҫитет, ун ҫурҫӗр ҫыранне тӗпчет, ноябрӗн 21-мӗшӗнче Казембе хулине пырать, кунта хӗрӗх кун канать, ҫак хушӑра икӗ хутчен Мверу кӳлли хӗррине кайса ҫаврӑнса ҫӳрет. Курӑк ӑшӗнчи музыка чарӑнчӗ. Уйрӑмлӑх ҫакӑ ҫеҫ пулнӑ: шкулта вӗсене ирӗксӗр пӗрлештерсе тӑнӑ, кунта вӗсем ашшӗ-амӑшӗсене хӑйсен ирӗкӗпе пӑрахса тӑван килӗсенчен тарса килнӗ; кунти ҫынсен майӗнчен ӗнтӗ пӑяв ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсем унтан хӑтӑлса вилӗм вырӑнне пурӑнӑҫ тупнӑ, чӑн-чӑн ирӗк пурнӑҫа тупнӑ, кунти ҫынсем хӑйсен ырӑ кӑмӑллӑ йӑли тӑрӑх кӗсйисенче пӗр пус укҫана та тытса тӑма пултараймаҫҫӗ, кунти ҫынсем ку таранччен червонеца ҫеҫ пуянлӑх тесе шутланӑ, халӗ ӗнтӗ вӗсен кӗсйисене мӗн те пулин кӑларса ӳкересрен хӑрамасӑрах тавӑрса пӑхма пулать: арендатор-жидсем вӗсене такҫанах пушатнӑ ӗнтӗ. — Хм. — А! акӑ мӗнле эсир! — калаҫма пуҫланӑччӗ Павел Петрович, анчах сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: — пӑхӑр-ха, сирӗн айван Петр мӗн туса хунӑ? — Ҫак хӗрарӑма ачисем валли хӑй мӗн ыйтнине пурне те парса яр. Хӗрарӑмӗ каларӗ: — Мистер Джеральд манӑн тус, манӑн чирлӗ ҫынна пӑхас килетчӗ, — терӗ. Хуравлас вырӑнне ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха, епле ун куҫӗсем!» Эпир тӗрӗс ҫулпа пыратпӑр. Рене-Жан тепӗр страницине сирчӗ. Пичче ҫак ӗҫре ӑна пулӑшас вырӑнне ытларах шавласа ирттерчӗ, проводник вӑл каланисене питех хӑлхана чикмесӗр ӗҫлет. Сывлӑх сунатӑп! «Ну, — шухӑшларӑм эп ун чухне, — нумаях пурӑнаймӑн-ха эс, Аверьян, ҫамрӑк арӑмупа… Пӗр виҫӗ ҫул хушши тура, Атӑл тӑрӑхӗнче ҫӳренӗ. — Вӑл хӑй те ҫавнах калать ҫав, — салхуллӑн хушса хунӑ Фома. — Манӑн та ҫав еннелле каймалла, кайӑпӑр, эпӗ сире илсе ҫитерӗп, — терӗ Лена. Анчах Христофор аттен илемсӗр туйӑнакан сасси, хытӑ янраканскер, ӑна ниепле те тимлӗн шухӑшлама памарӗ, унӑн шухӑшӗсене пӑтраштара-пӑтраштара ячӗ. Вӑл, абажурлӑ лампа ҫутса, вулама пуҫларӗ. — Кунпа мӗн каласшӑн эсӗ? — Ку хурт-кӑпшанкӑна хытӑ ҫунатлисен, ала евӗр ҫунатлисен, ҫурхах ҫунатлисен шутне те кӗртме май ҫук. Вӑл наукӑна паллӑ вунӑ ушкӑнран нихӑшне те кӗмест, вӑл эрешмен евӗрлисене ҫывӑхрах! Вӑл ларчӗ. — Хм, хм, ҫирӗм виҫӗ ҫулта… — Тавтапуҫ. — Хуллентерех. Вӗсем унта ҫӗртме сухи тӑваҫҫӗ, эпӗ кунӗпе уйра пултӑм. Пӗр-иккӗ сиксенех картишне ҫитрӗ, крепоҫ хапхи патӗнчи часовой унӑн ҫулне пӑшалпа пӳлсе хунӑччӗ, вӑл пӑшалӗ урлах сиксе каҫрӗ те ҫул тӑрӑх чупрӗ… Полутыкин господин та вӑранчӗ. Базаров чӗнмесӗр пуҫне усрӗ. Ҫавӑнта мана пӗр ушкӑн йывӑҫ пур пек туйӑнать, унта лагерь туса чарӑнсан, пире аван та пулӗ. Шутласа хурсан, ӗҫне васкамасӑр тума, вӑраха яма хӑнӑхман вӑл, — питне ҫурӗ те Харламовсен килне кайрӗ. Джон Мангльс вӑрман хӗррине кайса лайӑх тӗрӗслесе ҫӳрерӗ. Бульбӑпа Янкель ларакан чарлан кӳлепине аса илтерекен ҫурт патне ҫитсе тӑчӗҫ. Эпир ӑна упрӑпӑр тесе, тупа турӑмӑр! Фома ҫав сӗмлӗхе юмахри пурнӑҫран илнӗ тӗлӗнтермӗш картинӑсемпе тултарнӑ. Марко тухтӑра хапха патне ҫити ӑсатнӑ хушӑра Иванчо кӗҫӗн алӑк патнелле васкарӗ, ӑна арӑмӗ уҫса кӗртрӗ. Петр вӗҫтерчӗ. Атте васкамасӑр кӑна вӗсем патӗнчен пӑрӑнса иртрӗ. Вӗсенчен пӗри, каҫхинехи хӗрлӗ калпак тӑхӑннӑскер, кортикне шӑлпа ҫыртса хӳме урлӑ сикес тесе урине те ҫӗкленӗччӗ. — Мӗн те пулин каласшӑн-и эсир? Ту айккисем чӑнкӑланнӑҫемӗн чӑнкӑланса пыраҫҫӗ, анчах ҫав чулсенчен пулнӑ картлашкасем пире ҫӑмӑллӑнах хӑпарма май пачӗҫ. Хӑвӑрт хӑпарса пынипе хамӑр юлташсенчен пӗр минутлӑха юлсанах, вӗсен кӗлеткисем пит пӗчӗкҫӗ курӑнаҫҫӗ. Челкаш, ҫул урлӑ каҫса, хупах алӑкне хирӗҫ тумбочка ҫине ларчӗ. — Ай, аван та-ҫке, Джим! — терӗм эпӗ. Унтан каллех аслӑ судьян кичем сӑмахӗ янӑрама тытӑнчӗ. Нагульновпа тата ун йышши ытти ҫынсем тӗлӗшпе ҫурма мерӑсем йышӑннипех ҫырлахса ларма юрамасть. — Юрать, — тенӗ Зеб, кӑмӑлӗ ҫитнипе хӑй тата малалла кайнӑ. — Ну юрӗ, ҫитӗ уссӑр паврама! Пӗрремӗш тупӑш яланхи пекех командира, ха-ха-ха, мана, адъютанта, пирвайхи хӗрарӑм. Вӑл вӑйӑ-кулӑра та, вӗренӳре те, харкашусенче те, хӑйне хӑй епле тыткалассинче те — пур енӗпе те манран ҫӳлерехре тӑрать, ҫакӑ мана ютшӑнтарать те ӗнтӗ унран, ҫакӑ ман ӑс-хакӑла хам ӑнланайми асап кӳрет те. Эсир ман ҫинчен япӑх ҫын тесе шутлатӑр. Ҫав палламан ҫамрӑк ҫын мӗн шут тытса, пире йӑнӑш кӑтартса яма пултарнӑ-ши? Вӗсем хушшинче виҫӗ офицер пулнӑ, вӗсене ӗнтӗ вулакан пӗлет: пехота капитанӗ тата икӗ лейтенант — драгун Генкокпа стрелок Кроссман. Креолкӑн куҫӗнче хуйхӑрни, ҫилленни тата тӗлӗнни пит палӑрса тӑнӑ. Анчах Марина хӑй влаҫӗпе тивӗҫсӗр усӑ курмасть, Андрей амӑшне ӑшра кураймасӑр пурӑнать пулин те, ӑна мӗн пама тивӗҫлине памасӑр хӑвармасть. — Вӑт ку власть! — пӗтӗм Ольховкипе илтӗнмелле янӑратнӑ вӑл. Ӑна апрелӗн 1-мӗшӗнче, апрелӗн 2-мӗшӗнче, апрелӗн 4-мӗшӗнче салютларӗҫ. Тӳпе ывӑлӗ чулран патакпа ҫапать те — шыв тухать. Алӑк уҫӑлчӗ те пӳлӗме каҫхи уҫа сывлӑш кӗчӗ. Профессор сиртен: мӗнле сӑлтава пула эсир ҫук терӗр? — тесе ыйтнӑ пулӗччӗ. Анчах эпӗ профессор мар, эсир шутланӑ тӑрӑх, эпӗ ача; апла пулсан, астӑвӑр: ачасенчен пӑрӑнмаҫҫӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл ҫӗнӗ тӗрӗслӗх тупрӗ: ҫын мӗнле те пулин ӗҫе тутӑр тесен, ҫак ӗҫе нихҫан та тумӑп тесе сӑмах партармалла. Тӗлӗнмелле меслет. Сӗм-тӗттӗмре, аллисемпе хыпашлакаласа, вӑл Шурочка пуҫне шыраса тупрӗ те унӑн питҫӑмартисемпе куҫӗсене чуптума пикенчӗ. Шӑп-шӑпӑрт, ним сассӑр куҫҫуле пула Шурочкӑн пӗтӗм пичӗ йӗп-йӗпехчӗ. Калӑр-ха, — терӗ вӑл пӗр саманта шӑпланнӑ хыҫҫӑн: — эсир нихҫан та, тем пулсан та, художнике юратман пулӑттӑр-и? Вӑл мана епле сутнине астуса илетӗп. — Лайӑх шухӑш! — терӗ Софья ҫирӗппӗн. — Ҫук, ку сирӗншӗн йывӑр пулать, Ниловна! — хирӗҫлерӗ Николай. Тӗлӗнтерет пулӗ ӗнтӗ? — терӗ те, сывпуллашмасӑрах тухса кайрӗ. Ҫав вырӑн аслӑ тинӗс ҫулӗнчен иккӗ ҫеҫ ярса пусмалли ҫӗрте, «аттене мӗнпурӗ те шыраманнипе ҫеҫ тупман» тесе тӗрӗс калаттӑн иккен эсӗ. Яланах манпа пӗрле ҫывӑратчӗ… Кӑштах вӑй та кӗчӗ вӗсене. Феничка патне ҫитсен картузне хыврӗ. Хӑйне нимӗнле айӑплама пултараймӑн пулсан та, пин-пин хут каҫару ыйтрӗ вӑл хӑйӗн таса та ҫылӑха кӗмен кӑвакарчӑнӗнчен; пин-пин хут чуптурӗ вӑл Джемма панӑ хӗресе. Вырӑнӗ те ытармалла мар лайӑх. Унӑн сӑнӗ-пичӗ тинӗс ҫилӗпе куштӑрканӑ. Куҫӗсем темле, тӗлӗнмеллерех йӑлтӑртатаҫҫӗ: вӑл тинкерсе пӑхнӑ чух хресченӗн кӑмӑллӑ айванлӑхӗ палӑрать. Пӑхӑр-ха йӗри-тавра… Ҫил пыра-пыра ҫапни, чӳрече хуппи кӑриклетсе илни илтӗнет. Вӑрман ҫывӑхӗнче, сӑрт ҫинче, пӗр кивелсе кайнӑ йывӑҫ пӳрт тӗлӗрсе ларать; унӑн чӳречисем хупӑ; тӑррине мӑк тата тӗрлӗ курӑксем пусса илнӗ; чӳречисем умӗнче кӑтра улмуҫҫисем сарӑлса лараҫҫӗ; пӳрт ҫине вӑрман мӗлки ӳкнӗ, ҫавӑнпа та вӑл темскерле, ытла тӗксӗм те тискер пек курӑнать; шӗшкӗ вӑрманӗ ҫав пӳрт патӗнчен пуҫланса каять те пӗве патне ҫитиех кӑтраланса анать. Ҫапла чапа тухрӗ вӑл. Старик каллех сунара ҫӳрени ҫинчен, абрексем ҫинчен, чун савнисем ҫинчен, асапсӑр та савӑнӑҫлӑ пурнӑҫ ҫинчен хӑйӗн вӗҫӗмсӗр историйӗсене кала-кала пачӗ. Ларӑр, Давыдов юлташ. Тепӗр чухне вӑл фабрикӑра мӗнле калаҫнине илтетӗп те ҫапла шухӑшлатӑп: куна — лутӑркаса хураяс ҫук, ӑна вилӗм ҫеҫ ҫӗнтерме пултарать, тетӗп. — Ҫырлахсамӑр, Петр Андреич! Мӗн шутласа кӑларнӑ ҫак эсир! Вӑл инҫетре илтӗнсе кайнӑ пӑшал сасси пулнӑ. Кирек мӗнле ухуташӑн та ҫивӗчлӗх кирлӗ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ вӑл халь совет обществин пӗр тан правалӑ членӗ пулса тӑрать, унта вӑл рабочисемпе тата хресченсемпе пӗрле, вӗсемпе пӗр туртӑма кӳлӗнсе ҫӗнӗ, классӑр социализмлӑ общество тӑвас ӗҫре ӗҫлет. Веранда варринче икӗ хыҫлӑ пукана пӗр-пӗрне тӳртӗн лартнӑ. — Ун пирки ыйтса тӑмарӗҫ те. Анчах профессор хӑйӗнчен хӑй ыйтса, хӑйнех ответ ларса татах тӗлӗнсе калаҫать. Сирӗн Сан-Лоренцӑна ҫынсем вӑранма ӗлкӗриччен, тӗттӗмлех ҫитмелле. Ку вӑл Дунаева вӑрҫни мар. — Ҫын-и вӑл, е кайӑк? Василий Иванович ӳсӗрсе илчӗ: — Губернире… Инкек пулнӑранпа «Пилигрим» килсе тухиччен вунӑ кун иртнӗ. Пилӗк негр пӑрахутӑн кают-компани буфетӗнче тупӑннӑ апат-ҫимӗҫпе тӑранса пурӑннӑ. 4. Карап та, страхланӑ преми те — Николай Антонович Татаринов аллинче тесе шутламалла — ячӗ, ашшӗ ячӗпе хушамачӗ — пӗтӗмпех пур. Тӗрмере ҫӗртетӗп!» .Давыдов хыттӑн ахӑлтатса кулса янипе тимӗрҫ лаҫҫи ҫивиттийӗ ҫинчен пӗр ушкӑн ҫерҫи пӑрӑлтатса хӑпарчӗ. Акӑ вӑл халех вӗсем патне, паллӑ марскерсем, нихӑҫан та курманскерсем, ҫав тӗлӗнтермӗшле, вӑрттӑнчӑкла та тыткӑнлакан чӗрӗ чунсем — хӗрарӑмсем патне пырса ҫитет! Эпӗ вӑл ҫӗрле вӑрӑ-хурахсен лагерне, вӗсем вут йӗри-тавра ним пӗлми ӳсӗр выртнӑ вӑхӑтра йӑпшӑнса пыни ҫинчен ӑнланса илтӗм. Мана халӗ пирӗн тӑшмансенчен вунтӑваттӑшӗ ҫеҫ юлни ҫинчен шухӑшлама та савӑнӑҫлӑ. Ку суймасть; эпӗ тӗл пулнӑ ҫынсенчен ку пӗрремӗш суйман ҫын. — Каласа парар-ха эппин. — Эпӗ сире халех сӑмавар ӑшӑтса парӑп! — хыпӑнса ӳкрӗ амӑшӗ, кухньӑналла кӗрсе — Халех… Ку ман кӑмӑла тавӑрчӗ. Вӗсем — ялти хресчен ачисем, лашасем кӗтеҫҫӗ-мӗн. Ҫуллахи шӑрӑх вӑхӑтсенче пирӗн лашасене каҫхине ҫеҫ уя кӑлараҫҫӗ, кӑнтӑрла вӗсене шӑна-пӑвансем канлӗ ҫисе ҫӳреме памаҫҫӗ. — Эппин мӑнастирти тияккӑн патне? — Акӑ мӗн, Геркулес: эсир туртнӑ ятне ҫеҫ тӑвӑр. — Куртӑн-и, Сёма? Ҫапла, джентльменсем, сирӗн умӑрта Францин саккунлӑ королӗ, пур ҫӗртен те хӑваласа янӑскер, никам та сума суманскер, кӑвак пир тумпах мӗскӗннӗн тӑрать! — Сывлӑхӑр мӗнле, юсанса ҫитрӗ-и, ваше благородие? Ах, тӑнран кайса ӳкетӗп эпӗ!» — йӗкӗлтерӗ вӑл такама нӑрӑлтатакан сасӑпа. Ку хушӑра Андрей Гаврилович тухса шӑвӑнать, вӑл тухса кайнине никам та сисмест. Эпӗ ҫулне тупаймастӑп. Ҫӑрттан мучи сулахай урине шывран ваштах туртса кӑларчӗ, шурлӑхри тӑрна пек, сылтӑм ури ҫине тӑчӗ. Ҫапла вара, ҫак ҫӗнӗлӗхсемпе хӑйӗн ятне чӑна кӑларас шанчӑк пӑчланчӗ. Ҫӗнӗ Зеланди — утрав. Сасартӑк унӑн алли аран ҫеҫ палӑракан ҫӑмӑл хускану турӗ те, эпӗ хам аллӑн ӳчӗ ҫумне, юн таппине шыракан ҫӗртен кӑшт ҫӳлерехре, ҫӗҫӗ ҫивчӗшӗ ҫӳҫентермелле сӗртӗннине туйса илтӗм. Ман ӗҫ — хурал ӗҫӗ, кашнине кӑшкӑрса чармалла, ҫил арманне сыхламалла, мӗншӗн тесен унта колхоз тырри, тислӗк мар. Пӗтӗм шӑм-шак сурни тата алӑ тымарӗ хытӑ тапни — нервӑсем пӑсӑлнинчен тата ялан пӗр вырӑнта ларнинчен килет. — Нихҫан та! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, ӑшӗ вӑрканипе пукан ҫинчен ҫӗкленсе. — Епле майпа ку? — кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. — Иван Иваныч! Капитан мана ӑсран тухнӑ ҫын вырӑнне йышӑнчӗ, эпӗ каласа панисене вӑл манӑн пуҫ мими ӗҫлеми пулнипе манӑн пуҫа пырса кӗнӗ пулма пултарайман япаласем вырӑнне йышӑнчӗ, — ҫакӑ мана ҫав териех кӳрентерчӗ. — Тӳррипе каласан, сире кунта курасса сунманччӗ эпӗ, Николай Иваныч, — терӗм эпӗ старике, вӑл хӑй театртан кайран психиатрическине те гардероб ӗҫне тума кӗни ҫинчен пӗлтерсен; ӑна унтан та кӑларнӑ иккен, мӗншӗн тесен «ӑнран кайнӑ ҫынсен ӑна, каҫсерен шӳрпе вӑрласа ҫиет, тесе завхоза элеклесе панӑ». Нумайӑшӗ улла сассине илтет. — С-сирӗншӗн, — терӗ вӑл хуллен те тытӑнчӑклӑ сасӑпа, — ку ытла те тӗ-тӗлӗнмелле мыскара мар-и? — Анчах сире хирӗҫ тӑраканӑн ҫӗҫӗ ҫук, капитан Кольхаун, — терӗ татах Генкок. Ирхине, сакӑр сехет тӗлӗнче, чи пирвайхи хут ҫӗнӗ улшӑну пулса тӑчӗ: эпир ҫӳлелле хӑпарасси лӑпах чарӑнчӗ, пирӗн сулӑ хускалмасӑр пӗр вырӑнтах чарӑнса ларчӗ. Унтах тата Вильям Томпсон ку ыйту пирки калаҫусем тапратнӑ тенӗччӗ. Анчах эпӗ нумай пулмасть кӑна вуланӑ Австрали хаҫачӗсем ку хыпар пирки нимӗн те ҫырмаҫҫӗ, вӗсем ҫырнӑ тӑрӑх туземецсем лӑпланиччен татах нумай вӑхӑт иртмелле. Тен, тыткӑнри ҫынсем часах тӑван ҫӗршыва таврӑнӗҫ. Джемс Уэлдонӑн вара пурнӑҫне татма пултаракан хӑрушӑ ҫулҫӳреве каймалла пулмасть. Салтаксем лапама пусмапа чупса анчӗҫ те карапа ункӑларӗҫ, пухӑннисен талпӑнӑвне чараҫҫӗ. — Вставай, поднимайся, рабочий народ! — хуллен юрласа ячӗ Павел. — Эпӗ халех Гарви тете патне кайса… — Ҫапла ҫав, — тетӗп эпӗ, — каймасӑр! Джеральд ура ҫине тӑрса пӑхнӑ, анчах ӑна тӑма хӗн пулнӑ. Эп айӑплӑ. Петр ҫавӑнтах, хӑйне ҫӗр ҫӑтса янӑ пек, крыльца картлашки ҫине кукленсе ларчӗ. Виҫҫӗмӗш кадриль хыҫҫӑн пике ӑна шалтах курайми пулчӗ. Мӗншӗн? Ҫирӗм фут ҫӳллӗшне ҫитекен мӑйрака йывӑҫҫи, туссе — йывӑҫ туналлӑ пысӑк курӑк, пысӑк ломари, ҫинҫе те явкаланса пӗтнӗ тунасемлӗскер, антра-бальзам ароматне сапалакан ануерин ҫап-ҫутӑ тӗмисем, максем, усал сельдерей тата упа сарри — ҫаксем пурте пӗрле утрав ҫинчи йышлӑ ӳсентӑрансен тӗнчи пулса тӑраҫҫӗ. Гимназире вӑл — пӗрремӗш вырӑнта… — Сар хӳреллӗ хӗрлӗ тилӗ… ҫурӑмӗ ҫине выртнӑ та йытӑ пек вылять… Вӑл час-часах ҫав Алексаша ҫинчен аса илетчӗ, пӗрре вара тем ҫинчен шухӑшласа, сив кӑмӑллӑн лавкана пырса приказчика каласа пачӗ: — Александр Васильев кунта, хулара, ӗнер килнӗ! Шырарӑм, шырарӑм ӑна — тупаймарӑм. — Суя япалана хирӗҫ! «Мӗншӗн, ачамсем, тӑратӑр. Анчах ун чухне вӑл хӗвеланӑҫнелле, вӑрҫа хирӗҫ кайнӑ. Килтисемшӗн, вӗсем ҫав тери инҫете тӑрса юлнӑ пулин те, хӑрушлӑх таврашӗ пулман. Княгиньӑн юратнӑ вырӑнӗ чи аялта, сад чӑтлӑхӗнче, ансӑр шурлӑх урлӑ хывнӑ пӗчӗкҫӗ кӗпер ҫинче. Геолог-разведчик-ҫке! Сӑмахсем те ҫавӑн пекех. — Эпӗ ресторана ӗҫлеме кӗтӗм, эпӗ тарҫӑра ӗҫлеме пуҫларӑм. Анчах та эпӗ ытлашши пыр пулма пӑрахрӑм, анне ӗҫленипе тӑранса пурӑнмарӑм. Паллах ӗнтӗ, вӑл таҫтан ҫавӑрттарса илсе калаҫма пӗлни аннене хӑй майлӑ ҫавӑрчӗ. Гаер просто калаҫнӑ пулсан, анне ӑна ҫийӗнчех вӑл айван, кахал, тискер ҫын иккенне тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ. Тепӗр тесен, анне вӑл тискер ҫын иккенне часах пӗлме пуҫларӗ. Йытӑ ҫавӑнтах, ҫиеле хӑпарнӑ хӑлхисемпе пуҫне ҫеҫ кӑтартса, кӳренсе шавлӑн тулхӑрса, каялла ишсе килчӗ. Атте ҫав тавлашу пирки ҫиленсе калаҫнине, Епифановсене ятланине эпӗ ача чухне пӗрре ҫеҫ мар илтсеччӗ; ман ӑнлану тӑрӑх, вӑл вӗсенчен хӳтӗленес шутпа тӗрлӗ ҫынсене чӗне-чӗне илетчӗ. Ҫав сӑмахсене каласан, ватӑ сунарҫӑ хӑй зажигалкине усрамалли сӑран енчӗкне кӑларнӑ та тупнӑ хут татӑкне ҫавӑнта тирпейлӗн чиксе хунӑ. — Эпир решение пӑсма пултараймастпӑр. Каласа кӑтартӑр-ха мана, мӗнле пулчӗ вӑл? — Ҫапса ӳкерӗр ӑна! — Пӗр-пӗр пӑшал пекки те пулин пуласчӗ! — аллисене шарт ҫапса, ҫакӑн пек кирлӗ чухне таҫта кайса ҫухалнӑ Половцева ылханса йынӑшать Яков Лукич хыҫалти ретсем хушшинче. Анчах ун сӑнӗ Санина иментерсе ячӗ. Киро аптрасарах тӑчӗ, ҫапах та шантарас сассипе:— Еню пуп патӗнче, — терӗ. — Эпӗ! — ним иккӗленмесӗр тавӑрчӗ Дик Сэнд. — «Чарӑн, тархасшӑн», — терӗ вӑл тепӗр хут, хӑйӗн вӗреннӗлӗхӗпе тата ирӗклӗхӗпе киленсе. — Ырӑ каҫ пултӑр, ненько! — терӗ хохол, амӑшӗн куҫӗнчен пӑхса илсе. Кирек мӗнпе пер, анчах тӑм чашӑкпа мар! Ҫӗмӗрнӗ савӑт-сапашӑн, турӑ пур, ӗҫ кунӗ катса юлатӑп! Юханшыв тӑрӑх туллиех халӑх тиенӗ пӗчӗк пӑрахут анать. Вӑрттӑн вӑрмансенче пысӑк вӑрҫа хатӗрленеҫҫӗ. Вӑл ӑна темӗнле тӗлӗнмелле пек курӑнса кайрӗ, унӑн чӗри хуллен чӗтресе илчӗ. Ун сӑмахӗ эсир халь ҫеҫ каланӑ шухӑшпа мӗнле те пулин ҫыхӑнса тӑрать те-и, тен, анчах, чӑннипе каласан, вӑл унччен пуҫланӑ сӑмахнех малалла тӑсать. Эсӗ — пирӗн йывӑҫри турат, яра пар! Анчах та почеркӗнче ӑна йытӑ ҫырни палӑрать. Пӗлмен эпӗ, пӗлнӗ пулсан… — Ман шутпа, Николай Антоныч патне, — хуравларӗ лешӗ, манӑн мулкача ачашшӑн кӑна чӳрече ҫине лартса. Унтан ҫав ханттарсем каллех вырнаҫса лараҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ йыттисем хӑйсем харкашма тытӑнасса кӗтеҫҫӗ. Вара пурин пуҫӗсем те Яков Маякин пӑхакан ҫӗрелле ҫаврӑннӑ. — Малалла та калама пулать, — кӑмӑлласах килӗшрӗ Шалый. Ҫак ылханлӑ Вандея валли пире пачах ӑрасна, ыттисенчен урӑхларах генерал кирлӗ. Сывлӑшра ҫапӑҫма хӑнӑхнӑ лётчик ҫӗр ҫинче пӗрремӗш хут чӗрӗ те ҫӗнтермен тӑшмансене курчӗ. Электричество станоксене ӗҫлеттерессине, ҫуртсемпе хула урамӗсене ҫутатассине ҫынсем тахҫанах хӑнӑхса ҫитнӗ. Хӗвелтухӑҫӗнче курӑнакан сакӑр карап вара шӑпах кайран Дюшен капитан ертсе пынипе чапа тухнӑ эскадра пулнӑ. Лагерьсенчен тухнӑ ҫынсем кӑкӑрӗсем ҫине хӑйсен ҫӗршывӗсен ялавӗсене ҫакнӑ та урамсемпе иртсе пыраҫҫӗ, вӗсен сӑн-пичӗсем ҫинче савӑннипе макӑрни палӑрать. Хӑй тума шутланӑ ӗҫе ҫак аслати сасси татах та ӗнентермеллерех тума тивӗҫлӗ. — Ҫапла ҫав, батюшка, нумай та пулмасть пек-ха, ӑна пӑхаттӑм, кипкесемпе чӗркеттӗм, вӑл мана Наша тесе чӗнетчӗ. Хӗрача пысӑклансан, ӑна пӑхаканӗ Радӑна послушница пулма хушрӗ — хӗр-манах пулмашкӑн хатӗрленме хушрӗ эппин — ӑна хӗр-манахсен хура тумтирне тӑхӑнтартрӗҫ. Вӑл самантрах хӑйне тумтир пама хушрӗ те тӳрех обер-полицмейстер патне вӗҫтерчӗ. Эпӗ вӑрӑ Ерошка пулнӑ; мана станицӑсенче анчах мар, тусем хушшинче те пӗлсе тӑнӑ. Вӑл кухньӑра тумланнӑ чух амӑшӗ ӑна кӑмӑлсӑр пулнӑ пек мӑкӑртатса:— Ӑшӑрах тӑхӑн… — терӗ. Вӗсене — Мексикӑра ӳсекен йӗплӗ курӑк йӗпписем ҫине ҫакса янӑ. Патагонецпа ҫулҫӳревҫӗсем Роберт патне пычӗҫ. Ача туземеца курсан йӑл кулчӗ те, лешӗ аллине унӑн пуҫӗ ҫине хучӗ. Ачана вӑл алли-урисенчен хыпашласа пӑхрӗ. Марьинӑра вӗсем тавӑрӑннӑшӑн пурте калама ҫук хӗпӗртесе ӳкрӗҫ. Ывӑлӗ нумайччен ҫухалса пурӑнни Николай Петровича пӑлхантармах пуҫланӑ; Феничка чупса кӗрсе йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе «ҫамрӑк господинсем» килни ҫинчен пӗлтерсен, вӑл кӑшкӑрсах ячӗ, урисене суллакаласа диван ҫинчех сиксе илчӗ. Яша патнелле ярса пусрӗ те вӑл, ун аллинчи трубкӑна сасартӑк тытса илсе, «председатель заместительне» аяккалла тӗртсе ячӗ. Пирӗн кашни хушӑках, кашни ҫӗр ҫурӑкне тӗпне ҫитичченех анса пӑхмалла! Вӑл шут ҫине виҫӗ пин туртрӗ те минут хушши сӑмах чӗнмесӗр пӗрре шут ҫине, тепре аттене куҫран пӑхрӗ: «Хӑвӑрах куратӑр, ку питӗ сахал! — Мӗнле мӗн тума! Проповедник ӗҫне король тӑвас ҫук-ҫке. Вӑл ҫӗҫҫине ярса тытрӗ те, ҫирӗм ҫулхи ҫын пекех, ҫав тери ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ. Анчах хальхинче пурнӑҫӑмра малтанхи хут манран тӗпчесе ыйтмарӗ. Сӑмси лапчӑк унӑн, куҫӗсем йӗрӗлче пек ҫаврашка, янахӗ темле тӑватӑ кӗтеслӗ — хӑрушӑ сӑнарлӑ ӗнтӗ, ним чухлӗ те кӑмӑла каймалла мар. Вара вӑл тарӑнӑн сывласа илчӗ те нимӗн пӑркаланмасӑр калаҫма тытӑнчӗ. Пурте сывлама чарӑнсах вӗсем ҫине пӑхса тӑчӗҫ, пӗр старик-пассажир кӑна лӑпкӑн курӑнчӗ: ҫапӑҫаканнисемсӗр пуҫне ҫак тытӑҫӑва сиввӗн пӑхса тӑраканни палуба ҫинче пӗр вӑл ҫеҫ пулчӗ. — Тимур хаш сывласа илчӗ. Кӑнтӑрта ун пек фермер-проповедниксем нумай, вӗсем пурте ахалех вулаҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе илсен, юлашки ҫулсенче вӑл мӗнле те пулин пуҫтахлӑ вӑйӑра сайра хутра ҫеҫ ертсе пыркаланӑ, ун вырӑнне час-часах Киевӑн пӗр-пӗр уйрӑмӑн ларакан урамӗ тӑрӑх чие сачӗсем хушшипе, урамалла илӗртӳллӗн пӑхса ларакан лутра ҫуртсен таврашӗнче ҫухалса ҫӳренӗ. Мӗншӗн тесен, вӑл пире пысӑк савӑнӑҫ пама пултарайманнине пӗлетӗп. — Чарӑнсам, Олеся… Иртен пуҫласа каҫченех ҫапла тертлентереҫҫӗ. Степан хӑй арӑмӗ ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса илчӗ те каллех пуҫне усрӗ. — Сирӗн вырӑнта эп, Паганель, анассипе пӑртак тӑхтӑттӑм, — терӗ майор, вӑл ӗнтӗ: «эпӗ кӗтсе тӑмӑттӑм», тесе те ҫавӑн пекех каланӑ пулӗччӗ. Анчах Озеров хӑй, икӗ хутчен снаряд ҫурӑлнине курсан, перекенни хамӑр батарея иккенне тӳрех пӗлчӗ: апла пулсан наблюдательнӑй пунктра вӗсене ирхине ирех артподготовкӑсӑрах атакӑна тухнӑ нимӗҫсем вырӑнне хураҫҫӗ. Малтан эпӗ, тинӗс утравне тискер пысӑк кит вырӑнне хурса ҫав тери йӑнӑш тунипе ниепле те килӗшейместӗп. Мӗнле ташлатчӗ вара хӑй! Анчах та Айртон Мэри Грант патне пырса унӑн ашшӗ ҫинчен калаҫма тӑрсан, унӑн ҫав шухӑшӗ сапаланса пӗтрӗ. Ну, тав турра, картуса та тупрӑм, халӗ ӗнтӗ аҫама ҫеҫ тупмалла, вара хатӗр эпӗ. Мана вӑл ҫитӗнӳ пулассине хӑй шансах тӑни ҫинчен, тепӗр сакӑр ҫултан вӑл йӳнӗ хакпах губернатор сачӗсене хӗвел ҫути парса тӑрасси ҫинчен шантарса каласа пачӗ. Колхоза вӑл архиерее леш хайхи кирлӗ пекех кирлӗ… Манӑн пуҫӑм тӑрринчи ҫӗр тӳпине пӗлӗт тесе те калама юрать, пӑхсан, пӗр-икӗ кунтанах чӗреслетсе вӑйлӑ ҫумӑр пулмалли пысӑк пӗлӗтсем шукаласа ҫӳрени курӑнать. Ҫапла ӗнтӗ эпир ялтан яла, станцӑран станцӑна тенӗ пек кайса Мускава ҫитсе кӗтӗмӗр. Бюсчӗ ку, сӑмах май каласан, хӑй ҫине ҫырнине пӑхмасӑр, пач та вырӑссен аслӑ поэтне мар, йӑлтах еврейсен ватӑ маклерне сӑнласа параканскерччӗ, ытла та пӑсса тунӑран тата шӑнасем вараласа пӗтернӗрен, вӑл Ромашов куҫне йӳҫӗхтерсех ҫитернӗччӗ, ҫавӑнпа ӑна ҫак кунсенче чӑннипех те картишне кӑларса пӑрахма хушнӑччӗ. Оленин та, шухӑша кайса, крыльца ҫинчен анчӗ те, аллисене ҫурӑм хыҫне тытса, килкарти тӑрӑх ним чӗнмесӗр утса ҫӳреме тытӑнчӗ. Савӑт-сапине те пӗтӗмпех каласа тухмалла-и? «Адаптер» — ниме тӑман ҫын, ҫӗр ҫӑтман, урӑх ним те мар, тенине пӗлтерет. «Акӑ ӗнтӗ Малахов курганӗ ҫине те ҫитсе тӑтӑм. Кунта пӗртте хӑрушӑ мар иккен. Эпӗ пачах манса та кайнӑ. Олифа… — Анчах ӑҫтан лектерӗҫ-ши? — Юрӗ. Ҫӑрттан мучи ун ҫине хурланса пӑхрӗ те аллине шанчӑксӑррӑн сулчӗ. Икӗ йытти те, выртнӑ ҫӗртен тӑрса, ун хыҫҫӑн кайрӗҫ. Куҫҫульне шӑлма тутӑр кирлӗ пулчӗ ӑна; вӑл тӑчӗ, ман ҫине тӳрех куҫран пӑхрӗ те хумханнӑран чӗтревлӗ тухакан сассипе ҫапла каларӗ: — Турӑ мана ҫакӑнпа хӑй патне чылай ҫывӑхартрӗ. Ҫӗрлесенче ял Советӗнчен е Титокӑн пысӑк ҫуртӗнче вырнаҫнӑ колхоз правленинчен таврӑнсан, Давыдов тахҫанчченех пӳлӗмӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳрет, пирус туртать, унтан, почтальон кӳрсе панӑ «Правда» тата «Молот» хаҫатсене вулакалать те, шухӑшӗпе каллех Гремячий Лог хуторӗнчи ҫынсем ҫине, колхоз ҫине, куллен пулса иртекен ӗҫсем ҫине куҫать. Чалӑш куҫлӑ столяр Панфил, кутӑн та усал ҫын, хӑй саваласа ҫыпӑҫтарса хунӑ тӗрлӗ пысӑккӗшлӗ кипарис хӑмисемпе ҫӑка хӑмисем илсе пырса парать; чахоткӑллӑ каччӑ Давидов вӗсене суртласа хурать; ун юлташӗ Сорокин «левкас» хурать; Марья Ивановна часах манран ютшӑнма пӑрахрӗ. Паллашрӑмӑр эпир пӗр-пӗринпе. Анчах нимӗн тума та ҫук, господа офицерсем! Ӑна индеецсем вӗлернӗ. Ҫак самантра ҫеҫ вӑл, пурнӑҫа тутанса курнӑ ҫын, хӑйӗнчен хӑй те пытарса, ҫак хӗре ӗнтӗ тахҫанах, темле таса та ӑнланмалла мар юратупа юратнине туйса илчӗ, халӗ вара ун умне пур юратупа тенӗ пекех пӗрле ҫӳрекен хурлӑхлӑ тантӑшсем — уйрӑлупа ҫухату ҫитсе тӑчӗҫ… Тем тесен те! Анчах хӑш ҫулӗпе каяссине темӗн чухлӗ шухӑшласа тӑрсан та усси пулас ҫукчӗ, мӗншӗн тесен хӑш ҫулӗпе кайсан аванрах пулнине кӑтартса паракан нимӗнле паллӑ та ҫук, пирӗншӗн телей пулӗ тесе ҫеҫ каймалла пулнӑ. — Пурӗпӗр памастӑп! — тата хытӑрах макӑрса, кӑшкӑрса ячӗ Васятка. Ҫывӑрмалли вырӑна икӗ енчен хӗрлӗ сӑрпа сӑрланӑ хӑмасемпе пӳлнӗ, унта хытӑ улӑм сарса пӑрахнӑ, хӑмисем ҫине Исландири ваттисем каланӑ сӑмахсене ҫырса хунӑ. Ир ҫинче, чылаях кая юлса вӑраннӑ хыҫҫӑн, эпӗ тӳрех урамалла пӑхрӑм. Леш Носков сунарҫӑ ҫинчен аван мар хыпарсем ҫӳреҫҫӗ… Седов пирки те, хулари ыттисем пирки те вӑл пӗлтернӗ имӗш… Анчах эсӗ пире выльӑх-чӗрлӗх картисене епле ӑшӑтмаллине каласа пар-ха. Ну, мӗнле ҫын эсир? — Мӗнле ӗҫ? Пӑр катӑкӗсем ретӗн-ретӗн выртнӑ: аялта — витӗр курӑнакан, симӗсрех тӗслисем, ҫӳлте — кӑпӑшкарах, сарӑрах тӗслисем. — Унтан ухмахларах япала эсӗ нимӗнех те шухӑшласа кӑлараймӑн ӗнтӗ, Том. Сковородников Катьӑна эсӗ вилнӗ тесе ҫырса пӗлтернӗ, эпӗ ҫитнӗ ҫӗре вӑл хуйхӑра-хуйхӑра вилес пек пӗтсе кайнӑччӗ. — Кӑтарт, эс маттур, Урван, — ҫаплах пӑшӑлтатса тавӑрчӗ старик. Анчах кӗҫӗр сана хирӗҫ чӗнетӗпех. Вӑл пирӗн патӑрта Баллинаслой ярмӑнкинче пулас пулсассӑн, эпир уншӑн кирек те мӗнле хак та ыйтма пултарӑттӑмӑр. Ну, ну — кай… … Мӗншӗн кайӑка пӑсрӑн? Маншӑн урӑх ниҫта та аван пулас ҫуккине туйса, юлашкинчен пурпӗрех килӗшмелле пулчӗ. — Эпӗ турӑ престолӗ умне пӗр япала, хамӑн ванса арканнӑ чӗреме ҫеҫ илсе пыма пултаратӑп, — терӗ вӑл. Панкратов, выляса, Павела ҫурӑмӗнчен тӗкрӗ: — Улӑштар, ухмах, кӑҫатпа. — Вӗсем пурне те урӑхлатса ярасшӑн… Эпӗ ҫак галерейӑра хӑрушӑ газ пайтах пухӑнса тӑнине ӑнланса илтӗм, ҫав газ вут хыпса кайсан, час-часах питех те хӑрушӑ катастрофӑсем пулаҫҫӗ. Унта кӑшт ҫырткалӑпӑр, Алтӑнӑвӑра ӗҫсем мӗнле пынине те ыйтса пӗлме пулать. «Ӑҫта каятӑн эсӗ, шуйттан! Вилнӗ граф — унӑн тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах! — тӳррипе каласан, нихӑҫан та сунарҫӑ пулман, анчах йытӑсем тытатчӗ, ҫулталӑкне пӗр-ик хут сунара, тухса пӑхатчӗ. — Ҫанталакӗ епле ав! Салтаксем, нимӗн те чӗнмесӗр, тусанлӑ ҫулпа урисемпе пӗр харӑс таклаттарса пусса иртсе кайрӗҫ. — Ырӑ пулса, мӗнле сехетре пулнине каласа парӑр. Вӑл, ҫуначӗсене ҫапса хуҫнӑ кайӑк пекех, тӗттӗм сывлӑш тулнӑ тӗпсӗр ҫырма хӗрринче выртать. Пӑртак тӑрсан, вуникӗ кимӗ, ҫынсем тиесе, Мак-Дугал шӑтӑкӗ патнелле кайрӗ. Хӑть прокурора, хӑть райкома, анчах уттуна каялла памастӑп эпӗ, ҫӗре те памастӑп, ҫакна пӗлсех тӑр, — пуҫласа хирӗҫ тавӑрчӗ Поляница, каллех вырӑсла калаҫма пуҫларӗ. — Тавтапуҫ. — Епле апла — курман? Авӑ вӑл — садра кайӑк тытать. Ҫук-с, ӗлӗкхи вӑхӑтра нимӗнле этемсем те пулман, вӗсене, выльӑхсене, Ҫитӑр качакине ватнӑ пекех ислетнӗ, пирӗн вара Севастополь те, Итали похочӗ те пулнӑ, ытти ҫавнашкал тӗрлӗрен япала та. Совӗҫ хушнӑ пек тӑватӑп, ан тив — хамӑн пӗттӗр, — тесе кӑшкӑрса каланӑ вӑл сутакан-илекенсемпе калаҫнӑ сассипе. Пӑши кӑрт! кӑна сикрӗ, ҫурӑм ҫинчи тирӗ туртӑнса илчӗ, кайри урисем тата хытӑрах шӑнӑрланчӗҫ. — Ӗҫетпӗр эпир санпа, ачам! — хавассӑн кӑшкӑрса каларӗ Челкаш. Джим каланӑ тӑрӑх, вӑл тӗлте икӗ пысӑк юханшыв пӗрлешеҫҫӗ, ҫавӑнтан пӗлме пулать имӗш. Хыҫалта — пӑшал сасси. Пуставне шӑлпа ҫыртса тӗрӗслерӗ, кӗве ҫисе яман-ши тесе, ҫутӑ ҫине тытса пӑхрӗ, вуншар минут хушши хуп-хура пӳрнисем хушшине хурса йӑваларӗ. Выльӑхсене пусма пӑрахрӗҫ. Анчах турра пит тӗкӗнеҫҫӗ тата чиркӳрен клуб тӑвасшӑн, ҫавӑншӑн стариксем комсомолецсем ҫине урлӑрах пӑхаҫҫӗ. Парти коллективӗ пӗтӗмпе тенӗ пекех Файлӑна парти членӗнчен кӑларассишӗн сасӑларӗ. — Вӑл — санӑн ӗҫӳ: кӗрекере эс хуҫа… — хирӗҫленӗ ашшӗ. Аччах ку самантлӑха кӑна пынӑ; ҫавӑнтах вӑл, эпӗ герой тесе, шухӑшласа илнӗ. Ылханлӑ ҫынсем, вӗлерме хӑнӑхса ҫитнӗ те, эсир, табаксӑр пурӑнайман пек, вӗлермесӗр пурӑнаймастӑр та, унсӑр пурнӑҫ та йӗрӗнтерет сире! Артём хӑйӗнчен Жухрай: эсӗ, ачам, большевиксен партийӗпе коммунистла шухӑш ҫине мӗнле пӑхатӑн? — тесе ыйтнине аса илчӗ. Пулать те ӑҫти-ҫук!.. Тӑлӑха юлнӑ хӗрачасем король ҫумӗнчен хӑпмасӑр макӑраҫҫӗ, тухтӑр вӗсем патне пычӗ: — Эпӗ сирӗн аҫӑрӑн тусӗ пулнӑ, — терӗ вӑл, — сире те эпӗ тус, ҫавӑнпа тусла, сире пулӑшма шутлакан тӳрӗ ҫын пулса, асӑрхаттаратӑп: инкеке лекес мар, хӑвӑр валли асап тупас мар тетӗр пулсан, хӑпӑр ҫав йӗксӗкрен, ан ҫыхланӑр вӑл ҫапкаланчӑкпа, грекла, еврейла сӳпӗлтетме хӑтланать пулин те, вӑл вӗренмен тӗттӗм ҫын. Вӑл япаласене Сайлас хакӗшӗн мар, асӑнмалӑх панӑран упраса пурӑннӑ. Ку хӑрушӑ ӗҫ 1864 ҫулта Оклендран инҫе те мар, Англи влаҫӗсен сӑмси айӗнчех Опотикӑра пулнӑ. Анчах ҫавӑнтан вара темиҫе кун иртсен, старике вӗлерни ҫинчен илтрӗмӗр эпир. — Варя Огарновӑн ытларах педро-хименес ӳсет, анчах вӗсем, шуйттансем, алеатикона та, каталона та — пӗтӗмпех пӗр ятпа яраҫҫӗ! Е — хам валли пӑшал туянатӑп. Вӑхӑт иртнӗ май «Дунканӑн» ҫул ҫине тухмалли кун ҫывхарса килет. Исланди — Европӑри чи пысӑк утравсенчен пӗри. Тӑлӑх арӑм е пастор, е тата кам та пулин урӑххи ҫак ҫӑкӑр мана шыраса туптӑр тесе кӗлтунӑ пулсан? Эпӗ чӳрече патне пытӑм. Куратӑн-и, авӑ: виҫҫӗшӗ ӗҫлеҫҫӗ, вуннӑшӗ, ҫатан карта ҫумне кукленсе ларнӑ та, чикарккӑ туртаҫҫӗ… — Сан пеккисем хӑйсене валли урӑхларах арӑм шыраҫҫӗ. Мӗне кирлӗ эпӗ вӗсене? — тесе хучӗ Тая хуллен. Тӗттӗмрен икӗ хура мӗлке шуса тухрӗҫ, вӗсенчен пӗри, хуралҫӑсем патне ҫывхарса, ӗҫкӗпе кӑшт тытӑнарах панӑ хулӑм сасӑпа:— Эпӗ — атаман Павлюк, хамӑн отрядпа, эсир — Голуб отрядӗнчен-и? — тесе ыйтрӗ. Планетӑсем хушшинче ҫӳрекен карап атмосферӑн ҫӳлти сийне кӗрсен чалӑшшӑн, питӗ ерипен аялалла анса пычӗ, сывлӑш хирӗҫлени ракетӑна хӑвӑрт пырасран чарчӗ. Тӗлӗнтеретӗн эсӗ! Итлессе ӗнтӗ веле-селе кӑна итлем пек турӗ, анчах Юрдан хӗрӗ Лалка тӑнӑ еннелле тӑтӑшах ҫаврӑнса пӑхкаларӗ. Пирӗн Ҫӗр чӑмӑрӗн шӑп варрине ҫеҫ ҫитмелле; унтан эпир ҫӳлелле ҫӗр ҫине тухма е ҫӗнӗ ҫул тупӑпӑр, е хамӑр килнӗ ҫулпах лӑпкӑн кайӑпӑр. — Пӑхӑр-ха ҫак ӗҫе пикеннӗ маттурсем ҫине! Тӗлӗнмелле канлӗх! Пӗр йывӑҫ ҫулҫи те тапранмасть, аслӑ ҫутҫанталӑк шухӑша путнине пӗр сасӑ та пӑсмасть. Пичче пырса хутшӑнчӗ. Заводпа масар тӗлӗнчи тӳпе хурарах тӗслӗ, тӗтӗм катрамӗсен пысӑк мӗлкисем хир урлӑ ҫул урлӑ шӑва-шӑва иртеҫҫӗ. Васкӑр, васкӑр, уҫӑлма тухнӑ ҫӗртен, юлташӑрсем е аппӑр-йӑмӑкӑрсем патӗнчен кайнӑ чух, магазинсенчен таврӑннӑ чух ун патне кӗме васкӑр. Художникӗн чаплӑ мастерскойӗ (Невски проспект, ҫавӑн пек номер) йӑлтах Вандиксемпе Тициансене тивӗҫлӗ картинӑсемпе тулнӑ. Хирте чух вӑйсӑр пек туйӑнакан ҫил кунта ҫав тери вӑйлӑ та харсӑр: кӗперӗ чӳхенсе тӑрать, пӗренесем ҫумне ҫапӑнакан шавлӑ хумсем вара якорьсемпе канатсем ҫине пырса кӗрсе касӑлаҫҫӗ те, хӑмасене шыв илтереҫҫӗ. Сылтӑмра хуран курӑнакан тинӗс хаяррӑн шавласа выртать, ҫутӑрах хӑмӑр тӗслӗ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗтрен ӑна вӗҫӗмсӗр, таҫта ҫитиех тӑсӑлакан тӳп-тӳрӗ те хура йӗр уйӑрса тӑрать таҫта инҫетре тӑшман флотӗнчи карап ҫутисем курӑнкалаҫҫӗ. — Кая юлтӑн эсӗ… Палламан ҫынсем ун ҫине тӑранми интереспа ырлавлӑн пӑхса тӑнӑ, хӑшӗ савӑнӑҫлӑ тӗлӗнӳ те палӑртнӑ. Вӑл ура ҫине тӑчӗ, койка патӗнче тӑркаларӗ, Комиссарӑн аллине ерипен малтанхи вырӑна хурса ҫиелтен витрӗ, унӑн одеялне тӳрлетрӗ те палатӑран ним чӗнмесӗрех тухса кайрӗ. Зли-долӑ тӑвӗ вӑл хуларан ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, унӑн тӳпи ҫапӑҫу позицине йышӑнмалли чи меллӗ вырӑн. Ҫапла вара, эпир алӑ айне мӗн лекет, ӑна йӑлтах вӑрлас терӗмӗр. Тен, укҫа пысӑкрах парӗҫ, мурӗ пӗлсе ҫитерӗ-и вӑл мӗнле ӗмӗт тытнине! Ыйтмалла та марччӗ ӗнтӗ. Джо индееца хулари пилӗк ҫынна вӗлернӗ тесе айӑпланӑ, анчах мӗнех-ха вара вӑл. Мана укҫа кирлӗ. Фортепьяно уҫрӗ те хӗр, темиҫе нота юрласа илчӗ. Анчах Дубровский унран каҫару ыйтрӗ, манӑн пуҫ ыратать, терӗ. Урока чарса лартса, нота хутне хупрӗ те, ӑна вӑрттӑн ҫыру тыттарчӗ. Ун куҫхаршийӗсем ҫӗкленсе илчӗҫ, куҫӗсем, тата ытларах пысӑкланса, хаваслӑхпа ҫуталса кайрӗҫ… Андрей папкӑран хут листи туртса кӑларчӗ те Давыдова пачӗ. Воропаев хулпуҫҫийӗсене сиккелеттерсе илчӗ. Вӑл авалхи картинӑсене витсе тӑракан тӗксӗм тӗс айӗнче мӗн пытанса тӑнине йӑлтах пӗлмест-ха, анчах та вӗсенче чылай япалана курать ӗнтӗ. Гленарван самантрах Паганель хӑйне никталоп тени ҫинчен, унӑн куҫӗсем тӗттӗм ҫӗрте те курма пултарни ҫинчен аса илчӗ. Вася вара вылякан тилӗсене те, питне тяппипе ҫӑвакан мулкачсене те, ҫунатне сарнӑ хир кӑрккисене те, пӗр вырӑнта чӗтренсе тӑракан хирчӗксене те йӑлт курать. Пӑрахса хӑварнӑ, анчах халлӗхе йышӑнман кил хушшисем тӑрӑх юпасем шыраса, вӑл пилӗк куна яхӑнах ҫӳрерӗ; тупрӗ те татӑлнӑ провод юлашкийӗсемпе пӗрле ӑна ҫӗр айӗнчен чавса кӑларчӗ, Леночкӑпа тата кӳршӗри тепӗр икӗ хӗрарӑмпа пӗрле хӑй патне сӗтӗрсе пычӗ, вӗсене лартма шӑтӑксем те чавса хатӗрлерӗ, анчах хӑй вӗсене вырнаҫтарса лартма пултараймарӗ, кайран вара, хӑйне вӑрра тытасран хӑраса, юпасене — ҫын курасран — тӑпрапа витсе хума шутласа кӑларичченех сӑхсӑхрӗ. Лашасене витене парса, манёврсене ҫуранах ирттерме хушатӑп, — тет вӑл. Корчагин хӑй лаша ҫинчен ансан манёврсенче хутшӑнма пултарайманнине пӗлет, вӑл хӑйӗн урисемпе километр та кайма пултараймасть. Стенан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчи кӗтессинче пысӑк мар башня пулнӑ. Ваҫили Андрейч те, Миките те ҫил пирки унӑн сӑмаххисене илтеймен, анчах вӗсем ҫултан пӑрӑннӑ ҫӗре ҫитнине чухласа илнӗ. Патша коронине юрӑхлӑ ахаха тинӗс тӗпӗнчен тупса кӑлариччен шыв айне анаканӑн малтан Перс заливӗнче пушӑ рак хуранӗсемпе йӳнӗ ӗнчӗсене нумай-нумай карҫинкка тултарма тивет, эпӗ те сана ҫавнашкалах тупрӑм. Ывӑлӗ, пуҫне ҫӳле йӑтса, тӗксӗмрех пысӑк куҫӗсем ҫийӗн куҫхаршисене шӑмарса, ашшӗ умӗнче тӑнӑ. — Сывӑ-ха, Ерофей, тӗрӗс ҫын! — терӗ ӑна хирӗҫ Касьян салхуллӑн. Вӑл кӗнекине ещӗк ӑшне чикрӗ, ҫӑра ӑшӗнчи уҫҫине пӑрса хучӗ те вӑтаннипе тата тарӑхнипе макӑрса ячӗ. Савельич та унтах мӗн; мана вара унпала пӗрле питӗрсе хӑварчӗҫ. Швабрин ман пата хӑйӗн подносне ҫӗклесе пычӗ; анчах та эпӗ унтан иккӗмӗш хут ӗнтӗ пӑрӑнтӑм… — Пире мӗн хӑратать вара? — тесе ыйтрӗ Элен, тӑвӑлсем пӗр ҫекундлӑха лӑпланса илсен. Пӗрер минут хушши вӑл чӗнмесӗр тӑчӗ, пирусне мӑкӑрлантарчӗ. Огнянов патне Иосиф пупа, вырӑнти комитет председательне, ыттисенчен ытларах кӗртетчӗҫ. Унӑн сӑн-пичӗ темле шӗвӗрӗлчӗ, янах шӑммисем тӗлӗнмелле тухса кайрӗҫ, сӑмса ҫунаттисем сиккелерӗҫ, — Николай ҫакӑн пек пулнине амӑшӗ пуҫласа курчӗ те, ку ӑна кӑштах хӑратрӗ. Эпӗ наукӑсене ҫав тери йывӑррӑн ҫӗнтерсе пыраттӑм, пуринчен ытла мана грамматика хӑйӗн киревсӗр, ансӑр, хытса ларнӑ формисемпе тӑна яратчӗ, эпӗ вӑл формӑсене чӗрӗ те йывӑр, ачаш та авкаланчӑк вырӑс чӗлхине ниепле те кӗртсе лартма пӗлместӗмччӗ. Темиҫе кун хушши эпӗ шутсӑрах начар пурӑнтӑм: ӑс-пуҫ сапаланса каясси, хуйхӑрса пӑшӑрханасси пусса илчӗ мана, Монтепэна тем пуласран хӑраса эпӗ ҫывӑраймастӑм, акӑ вара пӗрре закройщик арӑмӗн кухарки мака килкартишӗнче утнӑ чухне чарса каларӗ: — Кӗнекине илсе кил! — терӗ. Пианино ҫине те тем хулӑмӑш ҫемҫе кӑвак тусан ларнӑ. Тӗксӗм те сарӑхнӑ чӳрече кантӑкӗ ҫумӗнче пысӑк, вӑйлӑ шӑна нӑйлатнӑ, вӑл епле пулсан та ҫак пӑчӑ сывлӑшран тухса тарма тӑрӑшнӑ пек курӑннӑ. Нумай йывӑр хӗн-хур, тӗрлӗ инкек-синкек курнӑ хыҫҫӑн тӑвансем, сывӑ юлса, каллех пӗрле пулчӗҫ… Кӳми ун картишӗнче, ураписене сӗрессе кӗтсе ларать. Хура пӗлет инҫетӗн тепӗр енне ҫав-ҫавах хӑрушшӑн хупласа тӑрать-ха, анчах эпӗ унран тек хӑрамастӑп ӗнтӗ. Хӑрасси-тӑвасси часах сӗвӗрлет. Ун вырӑнне ман чӗрене пурнӑҫа юратнипе ҫӗкленекен калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ тулма пуҫлать. Виктор, бутылкӑна уҫӑр-ха; ку сирӗн ӗҫӗр. — Ҫапла! Эп сире каласа паратӑп! — хыттӑнах кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк татӑклӑн. Наука мӗн чул нумайрах, алӑсем ҫавӑн чул вӑрӑмрах пулаҫҫӗ, нумайрах илеҫҫӗ; кам нумайрах илнӗ, унӑн ӗҫӗ те таса!.. — Ҫынсене лашасем ҫине лартнӑ та, вӗсем: «Акӑ, эпир те ҫар пуҫӗсем!» — тесе нӑрӑклатаҫҫӗ! — кӑшкӑрчӗ такам йӗкӗлтекен сассипе янӑравлӑн. — Эппин, пар ӑна ман яшкана, — хыпкаланчӗ ача. — Ҫыран тӑрӑхӗпе пырсан, вӗсенчен хӑтӑлма пулмасть-ши? Эпир кӗсменсене алӑран ятӑмӑр та хумсен ирӗкне парӑнтӑмӑр. Ҫур сехетрен ҫурҫӗр енчен сасартӑк шквал капланса килсе пирӗн кимме ӳпӗнтерсе ячӗ. Чӑнах та, мӗне пӗлтерет-ха ара ку? Командӑн шӑпах вӑтаҫӗрӗнчеччӗ, шӑпах Татариновсен столовӑйӗнче ҫакӑнса тӑракан портрет ҫинчи пек, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗреслӗн тытса тӑратчӗ. Темскерле путсӗр ҫын ҫине, камитле тумланса ларнӑ шут ҫине пӑхатӑн! Эпир сирӗнпе курнӑҫайманранпа пирӗн ҫулсем уйрӑлса кайрӗҫ: эпӗ чаплӑх ҫулӗпе утрӑм, эсир — тепӗр еннелле… — Ну, эпӗ: суя вӑл! тетӗп… Вӑл хулари чаплӑ ҫуртсенчен пӗри. Алӑкран кӗмелли тӗлте, икӗ енче те, арӑслан пуҫӗсем пурччӗ. Ия… Вӑл та ӗнтӗ паллах, ухмахланни пулать! Авӑ Алексаша та, йытӑ пуҫӗ, пӑтратса ҫӳрет… — Вӑл кирлех мар. Сасси те унӑн ҫерҫи сасси пек ҫеҫ, вӑкӑрсем ӑна этем вырӑнне те хумаҫҫӗ, унран нимӗн чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ! Ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсене те ҫынсем урамсемпе площадьсене мӗнле сӑлтавсемпе ят параҫҫӗ, ҫав сӑлтавсемпех ят хураҫҫӗ. Том Бекки ҫинелле пӑхса илчӗ. Тӳрех ответ парас вырӑнне Аржанов юптарса каларӗ: — Ӗлӗк чух ман кӳршӗ, платник, чарӑна пӗлми ӗҫетчӗ. — Пӑрахман ҫав, сэр, хамӑн шухӑшсем пурнӑҫланасса эпӗ шансах таратӑп. Хамӑрӑн чухӑн ҫынсене нушасемпе выҫлӑхсенчен ӑҫта та пулсан ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче хӑтармашкӑн кирлӗ вӑл! Пирӗн тӑван ҫӗршывӑн ҫыннисем хӑйсем валли Европӑра ҫитмен ирӗклӗхе илччӗр тесен, ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек ҫӗнӗ вырӑн кирлӗ пулать. — Питех те чаплӑ план ку! — тесе хучӗ Элен. — Ҫакнашкал плана ырӑ чӗреллӗ ҫын кӑна тума пултарать. Анчах ҫак утрав… — Ҫук, сударыня, ҫак утрав темиҫе колониса анчах тӑрантарма пултарӗ, пире анлӑ ҫӗрсем кирлӗ. Вӗт хурӑнсем васкамасӑр, шухӑшласа ларса пасьянс сарса хунӑ пек, хӑйсем тавра сарӑрах тӗслӗ ҫулҫӑсем — картсем саркаласа хураҫҫӗ: хӑйсен шӑпине пӗлес тесе ӗнтӗ, юмӑҫ пӑхаҫҫӗ. Кондратӑн хӑйӑлтатарах тухакан сасси хӑвӑртах аяккалла кайса ҫухалнӑҫем илтӗнми пула пуҫларӗ… Ҫак ыйту айванла туйӑнчӗ курӑнать уншӑн. Кузьма Ярцев вӑл ыйту панине ҫеҫ илтсе юлчӗ: — Кам тӑван ҫӗршыва сутакана персе пӑрахасшӑн? Вӑл кулнӑ, шӳтленӗ, палланӑ ҫынсене канат урлӑ саламланӑ. — Мӗн пулчӗ? — тесе кӑшкӑрать пичче, — ӑшӑх вырӑна пырса кӗмен-и эпир? Тӗлӗнмелле лайӑх кун пуласси сисӗнет, февраль уйӑхӗнче ун пек кунсем сайра-хутра кӑна пулкалаҫҫӗ. Санӑн та ҫавах. Тепрехинче эпӗ йӑмӑк патӗнче Сонечкӑна тӗл пултӑм та ӑна юратса пӑрахрӑм. Тупсӑм Татаринов капитанӑн экспедицине епле майпа тупни ҫинчен калас пулсан, тепӗр кӗнеке те ҫырма тивет. — Гаррис мистер ӑна тӗл пулман-ши терӗм эпӗ. Пурте вигвамсенчен сиксе тухнӑ, ҫапӑҫура пулнӑ упӑшкисене, пиччӗшӗсене, ачисене савӑннипе ячӗсенчен чӗнсе кӑшкӑрнӑ. Пропусксӑр та кӗме юрать, — терӗ. — Е пӗлмен-и кӑна эсир, апла эпӗ ҫӗнӗ хыпар каларӑм-и? Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫакӑ йӑлтах праҫник кунӗсенче сывлӑша тултарса тӑракан илемлӗ те хавхалануллӑ — хавас кӗрлеве аса илтерет. Ха, эсрел, такки хӑв умӑнтанах вжинлетсе иртет! — хушса хучӗ вӑл, ҫывӑхри осколка сассине илтсе. Хупах хуҫи питӗ тӗреклӗ те сӑн-пуҫӗпе йӗрӗнчӗклӗ арҫын. Унӑн хӗп-хӗрлӗ сӑмси хупахӗнчи джин, бэди, виски эрехсене ӗҫекенни вӑл хӑех пулнине кӑтартса парать. — Дарья ӑна пӗрмаях ӑҫта та пулин манса хӑварать, — терӗ те Анна Васильевна пурҫӑн кӗпи аркине шӗлтӗртеттерсе тухса кайрӗ. Карчӑк ура сассине илтрӗ. — «Эсӗ хӑвӑн пурӑнӑҫна король пурӑнӑҫӗпе улӑштармастӑн-и?» Хӗрлӗ йывӑҫ ҫурт-йӗр тума питӗ юрӑхлӑ иккен, анчах ӑна турттарса килме питӗ аякка ҫӳремелле пулчӗ. — Итлӗр-ха, тусӑм… — Васкас пулать, — тесе астутарчӗ Джон Мангльс. Лаша ури сасси илтӗнни тӑрӑх каласан, вӑл сукмакпа аялалла анса кайрӗ пулӗ. Ҫак ӗҫе ун агенчӗсенчен пӗри турӗ. Вара 1877 ҫулхи ноябрӗн 15-мӗшӗнче тӑватӑ негр Джемс Уэлдон ҫурчӗн алӑкне пырса шаккарӗҫ. — Калаҫах! — мӑшкӑллӑн тӗртсе илчӗ Самохин. — Ара, ӑна шӑматкунах пытарнӑччӗ вӗт, Гек. Пичче сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ. Хуҫалӑхра пит кирлӗ япала! Астӑвӑр, Ленин каланӑ: кӗрешӗве ӗҫхалӑх массисене миллионшарӑн хутшӑнтарса пымасан, эпир ҫӗнтерес ҫук, тенӗ. Вара Гусев ӳсӗрсе илчӗ те ҫывӑхарах пырса ларчӗ. — Ӑҫта эсӗ капла чыхса тултарнӑ? Мэри чуть ҫеҫ кӑшкӑрса яратчӗ. Виҫҫӗмӗш класри ҫынсене вӑл пуҫӗсенчен чышкӑсемпе ҫӳлтен аялалла ҫапса кӳпкетчӗ те, ҫынӗсем ним чӗнмесӗр, михӗсем пек палуба ҫинелле кая-кая ӳкетчӗҫ. Ку тапӑнассине хаярлатса яма ҫеҫ пулӑшать пулмалла — халӗ ӗнтӗ китӑн иккӗшӗншӗн те ҫапӑҫмалла. — Ку ун пекех мар. Маркитантка хавхаланнипе сиккелесе илчӗ: — Пӗр ҫӗлӗк айӗнче виҫӗ пуҫ! Вӑл чӑнах та вилнӗ ҫынах пулнӑ ӗнтӗ. — Питӗ, питӗ лайӑхскер! — терӗ Чертокуцкий, — ҫыпӑҫуллӑ лаша! Эпӗ айӑплӑ мар… Ним тусан та каймастӑп! — Ак пахчаҫӑ — хӗрӗх пилӗк ҫул ӗҫлет, ҫапах та наукӑран хӑрать. — Ой, халь акӑ туятӑп, юрататӑн! Крепӑҫри халӑх присяга пама пуҫларӗ. — Суятӑн?! — Мӗн сӑлтавпа? — Сирӗн хӗрарӑм та ҫук-и вара, эсир асӑнмалӑх ун валли нимӗн те хӑварас теместӗр-и? Калама та ҫук хӳхӗм! Огнянов пурне те хӑй енне илештерчӗ, ҫынсен кӑмӑлне кайрӗ вӑл, пурте ун еннелле пӑхрӗҫ. Пин-пин ҫулхи цивилизаци пӗтет. Кӑҫал вара тупӑш пулассӑн туйӑнмасть, ҫавӑн пирки матроссем «Ҫӗнӗ Зеландири киревсӗрсене» тивӗҫлипех ылханаҫҫӗ. Ун ҫумӗнчен хунарҫӑ чупса иртнӗ, чикмекне юпа ҫумне лартса, васкавлӑн хӑпарма пуҫланӑ. — Мӗнле «мӗн тума»? Ҫӗр чавма. — Анчах ҫав телейсӗр ҫынсен халӗ йӗрсе пурӑнакан ҫемьисем юлнах пулмалла! — терӗ Элен. Аса илчӗ те, савӑнса ҫапла шутларӗ: «Ҫук, ку ҫын ӗҫе пӑсас ҫук. Вӑл хӑйне хӑй кӑлӑхах ӗмӗтленсе асаплантарнӑ пек туйрӗ. Камышинри савнӑ хӗрпе ҫеҫен хир тӑрӑх урӑх нихҫан та ҫара уран чупма пултарас ҫук пекех, самолетпа та урӑх нихҫан вӗҫесси пулас ҫук пек туйӑнчӗ ӑна. Хӗрӗ ҫав вӑхӑтрах уншӑн ҫывӑхрах та хаклӑрах, вӑхӑт мӗн тери ытларах шунӑ — ҫав тери ытарайми пулса пычӗ. Шторм хыҫҫӑн яланхи пекех кун питӗ тӳлӗк тӑрать; ҫепӗҫ те вӑранса ҫитеймен ҫутӑ, чул тусен ҫемҫе йӗрӗсем, питӗ лайӑх палӑрса тӑракан тавралӑх — пурте куҫа илӗртеҫҫӗ. — Тӑвансем!.. Тӑванӑмсем!.. Халӗ вӗсем питӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ. Хамах ҫӗклетӗп. Такамӑн хӑраса ӳкнӗ те савӑнӑҫлӑ сӑнӗ амӑшӗпе юнашар сулкаланса пычӗ, хӑй вӑл чӗтрекен сасӑпа йӗрсе ярас пек кӑшкӑрчӗ: — Митя! Хӑрушлӑх — идея енчен арпашса кайнинче, йӗркесӗрлӗхре… Тинӗселле чӑнкӑ анакан ту умӗ вӑйлӑ сывлӑмпа ҫутӑлса выртать. Йӗме Жени хӑй те ӳркенмест. Унран ҫын пулать, ку вӑл факт! «Ну, нимех те мар, мухтав турра! Исидора характерӗнчи хӑш-пӗр енсем урӑх ҫӗршывсенче хӗрарӑма килӗшӳсӗр пек туйӑнса кайма пултарӗччӗҫ ӗнтӗ, анчах ҫак ҫӗршывра вара, хула тулашӗнчи ҫурт час-часах крепость пула-пула тӑнӑ ҫӗрте тата унта пурӑнакан ҫынсен юнӗ тӑкӑнкаланӑ ҫӗрте, ҫавӑ вырӑнлӑ пулнӑ. — Май килсен. Анчах Исидора Коварубио хӑравҫӑ йышши пулман. Пӑшалне ҫиелтен ҫакса янӑ та ун ҫинчен куҫне те иле пӗлмест… Халех кӗсйӳне чиксе хур, ҫав подкулачниках сан ҫинчен: «Курӑр-ха, ырӑ ҫынсем, сире авӑ епле агитацилеме килнӗ, нагансемпех!» — тесе ан калатӑр, — терӗ те, шухӑшне шӑлӗ витӗр каласа пӗтерчӗ: — Ытла та ухмах ҫав… Пире хамӑрӑн пӗр пус хаклӑ мар, — вӑл ытти укҫаран ҫавракарах мар, анчах вӑл — йывӑртарах, унта этем юнӗ директор илекен пӗр тенкӗринчен нумайрах, — акӑ мӗн! Дубровский сасартӑках ухмаха ерни унӑн кӑмӑлне калама ҫӳк вӑйлӑн хумхатса, савӑнӑҫне салхуллатнӑ. Тепӗр сехетрен виҫҫӗшӗ те: амӑшӗпе хӗрӗ тата Корчагин кухньӑра апат ҫиме ларчӗҫ. — Пурне те!.. Ватӑ карчӑксем темтепӗр хӑратса кӑшкӑрнисем ҫине арҫынсем кашниех хӑйне май тӗрлӗ пӑхаҫҫӗ. Пурте темӗскер пӗлесшӗн пулса кӗленче ҫинчен куҫӗсене те илмеҫҫӗ. Эсир халь акӑ курӑр: эпӗ вискине шывпа хутӑштармасӑр ӗҫме пултаратӑп-и, ҫук-и. Вӑл хӑнасем пур чухне пӗр тӗрлӗ хӗрарӑм, хӑнасем ҫук чухне тепӗр тӗрлӗ хӗрарӑм пулни пире пушшех те тӗлӗнтерчӗ: пӗр хӗрарӑмӗ, хӑнасем пур чухнехи, хӑйне сивлекрех тытакан, капӑр тумланма юратакан ҫамрӑк та сывлӑхлӑ пике, тӑмсай та мар, ӑслах та мар, ҫапах хӑй хавас; тепри, хӑнасем ҫук чухнехи, ҫамрӑк мар ӗнтӗ, вӑл ӗшенчӗк, хуйхӑллӑ та лапа хӗрарӑм, юратать пулин те кичем ҫӳрет. Мӗн тӑвасшӑн эс? — ыйтрӗ Рада ӗсӗкленӗ май. — Чим-ха, эпӗ сана пӗтӗмпе каласа парӑп! Пуҫ турипе вӗсен арпашӑнса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫӳҫ кӑтрисене турать, вӗсене хӑйӗн куҫҫулӗпе йӗпетет. Тата боеприпас склачӗсем пур. Эпӗ каласа кӑтартатӑп, вӑл хӑйӗн ҫаврака пуҫне, кӑвак ҫӳҫӗ таччӑн ҫыпӑҫса ларнӑ пуҫне суллать те кӳренмелле калать: — Ҫӗтӗк-ҫатӑк пуҫтарни вӑл — ыйткаласа ҫӳренинчен те, вӑрланинчен те усалтарах, — тет. Ун вырӑнне ҫынсем Ҫӗр питне питӗ лайӑх тӗпчесе вӗреннӗ, Ҫӗр ҫинче халӗ ҫулҫӳревҫӗсем пулса курман вырӑн пит сахал юлнӑ. — Вӑл ним та мар. Тӑнне ҫухатнӑ чухнехи пек шурса кайнӑ Эмиль ун патне иккӗленерех утса пычӗ. — Вӑл паллах ӗнтӗ. Анне, унӑн йӑлине-мӗнне, кӑмӑлӗсене лайӑхах вӗренсе ҫитнӗскер, яланах ку инкек кӗнекине ӑҫта та пулин, часах алӑ айне лекмелле мар вырӑна, хӗстерсе хума тӑрӑшатчӗ. Ҫак майпа «Придворный Календарь» хӑшпӗр чухне уйӑхӗ-уйӑхӗпе атте аллине лекместчӗ. Ҫакӑ Пиронги тӑвӗ пулать, вӑл вӑтӑр саккӑрмӗш параллель ҫинче ларать. Эпӗ, шуҫӑм ҫуттипех крепӑҫӗн Марья Ивановна тухса каяс хапхи патне кайса, ӑна юлашки хут курас тенӗччӗ. Каппайчӑксемпе вӗҫкӗнсем гражданла майпа мӑшӑрланнинчен кулаҫҫӗ. Вара Фома шӑппӑн ҫапла каланӑ: — Атя луччӗ ӑҫта та пулин гостиницӑна… Ҫӑра та йӗпе юр ҫӑвать. Эпӗ сире мӗн-мӗн тумаллине пӗтӗмпех кӑтартса парӑп. Патриотсем пурте юлашки сентсене ҫитех панӑ, урӑх вӗсен памалли те нимӗн те юлман. Ҫывӑрассӑр килсен, ӑҫта килӗшет, ҫавӑнта выртӑр та ҫывӑрӑр! Шӑпах ҫав вӑхӑтра вуннӑ таран шутласа ҫитме те май килетчӗ. Учитель хӑй ӑшӗнче ҫиллине пухрӗ. Ӑҫта кӑна пулман вӑл — Сталинградра-и, Киевра-и — нимӗҫ йӗрне курнӑ пур вырӑнсенче те унӑн чӗри пӗр хутчен кӑна мар чиксе ыратнӑ. Вӑл Кит мӑйӑхӗн хӑю пеккине илнӗ те пурне те кӑтартнӑ. Аптраса ӳкнӗ Соколов та хӑйне йӗрлекенсем хӗреслӗ урама тухнине асӑрханӑ, вӑл ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарнӑ. Каятпӑр Эдуард. — Халӗ ӗнтӗ, эсир мана вӗрентӗр. Кӗлтума кирлӗ, анчах ҫапах та… — Кашниех хӑй мӗн пултарнине тӑвать! — терӗ ӑна Егор ӳсӗре-ӳсӗре. Кайран Панталеоне ҫав тухтӑра пама тивӗҫлӗ тӑватӑ червонца тӳленӗ чух… «Анчах ку ӗнтӗ чи-чи юлашки хут пулӗ!» — улталама хӑтланчӗ вӑл хӑйне хӑй. Никам та пӗччен уйрӑлса тӑмарӗ — кашнин сӑнӗнчех ҫынсем калаҫасшӑн, ыйтасшӑн, итлесшӗн пулни уҫҫӑнах курӑнса тӑчӗ. Мана, тӑванӑм, санӑн пӗр-пӗр уйрӑм ҫынну интереслентермест, — терӗ Корытов, карттӑран уйрӑлса. Лешне сӑмахпа ҫӗнтерес шутпа вӑл Воропаев патнелле ҫывхарчӗ. Анчах… — Эпӗ те. Картта ҫинче «Гретхен порчӗ» питех килӗшӳллӗ курӑнса тӑрӗччӗ. Эрехӗ пӑртак сидро пекрехчӗ, хӑй ӗҫме чылаях тутлӑ пулчӗ. Унӑн сӑн-пичӗ, капланса килнӗ кулла аран-аран чарнипе, чӗтресе илчӗ, вӑл, ҫӳҫне тӳрлеткелесе, амӑшӗ унран нихҫан илтмен ачаш сасӑпа:— Санӑн ӗҫ пурри аван вӑл, кичем пулмасть! — терӗ. — Ҫук… Тӑхтӑр. Пуҫ ҫийӗнчех пульӑсем шӑхӑрман вӑхӑтра вӑл, темле сисӗмпе-ҫке, танк ҫывӑхрах маррине чухлакалатчӗ. Паянах е, паян мар-тӑк, ыран ир вунӑ сехетре? Эпӗ пурне те тӳссе ирттертӗм, хамӑн чӗреме ҫирӗплетрӗм, мӗншӗн тесен манӑн пурӑнас тата сирӗн туррӑра хирӗҫ кӗрешес килчӗ. Мӗн юлчӗ халь ман валли кунта? Астӑватӑп, эпӗ кунӗпех тулта ҫӳрерӗм, анчах сада кӗмерӗм, флигель еннелле те ҫаврӑнса пӑхмарӑм — каҫхине вара тӗлӗнмелле япала куртӑм: атте Малевский графа малти пӳлӗме ҫавӑтса тухрӗ те тарҫӑ умӗнчех сиввӗн ҫапла каларӗ: «Темиҫе кун каялла сирӗн сиятельствӑна пӗр пӳртрен хӑваласа яма тӑнӑ; халӗ вара эпӗ сирӗнпе калаҫса тӑрасшӑн мар, анчах ҫакна калама пултаратӑп: эсир каллех ман пата килес пулсан, эпӗ сире чӳречерен кӑларса ывӑтатӑп. О, вӑл пысӑк хула! — Унтан каллех старостӑран ыйтрӗ: — Вӑл Москау кайрӗ? Женьӑна кӗте-кӗте, икӗ поезд ирттерсе ячӗҫ ӗнтӗ вӗсем; юлашкинчен виҫҫӗмӗшӗ те, чи юлашки, иртсе кайрӗ. Калитка алӑкӗ шӑлтӑртатрӗ, шалтан йытӑ ҫурисем нӑйкӑшса вӗрнӗ сасӑ илтӗнсе кайрӗ. Ӗшеннӗ Гусев вырӑн ҫине лӑштах тӳнчӗ. Ырӑ каҫ пултӑр сире! — вара вӑл, вӗсенчен уйрӑлса, урам тӑрӑх хӑвӑрт утса кайрӗ. Пӳлӗм алӑкне уҫсанах курать вӑл — сӗтел хушшинче Артём юлташӗ Роман тата тепӗр палламан ҫын лараҫҫӗ. Чӑнах манӑн хамӑн чемодана хатӗрлесе ҫыхма вӑйӑм ҫитнӗ пулӗччӗ! Мучи портсигартан пирус илчӗ те, кӗсйинчен хаҫат кӑларса, ӑна пӗр кӗтессинчен тирпейлӗн чӗрчӗ, вара ун ҫине пирусри табакне силлесе чикарккӑ ҫавӑрчӗ, тӗтӗмне киленсех ҫӑтса туртма пуҫларӗ. Эпӗ полицие пырӑп — малтанах ыйтӗҫ: «Кӳр-ха кунта пачпортна! Епле кӑмӑлламалла пулчӗ вӑл «chaine» тунӑ май мана пӗчӗк аллине панӑ вӑхӑтра! Оперова эпӗ уйрӑммӑнах хӑй профессорсем ҫинчен ирӗккӗн шухӑшласа калаҫнисемшӗн килӗштертӗм. Вӑл кашни профессор вӗрентнинче мӗнле паха енсемпе ҫитменлӗхсем пуррине уҫӑмлӑ та ӑнланмалла каласа парать, тепӗр чух вӗсенчен тӑрӑхласа та илет, унӑн пӗчӗкҫӗ ҫӑварӗнчен ҫемҫен тухакан йӗплӗ сӑмахсем мана акӑш-макӑш тӗлӗнтереҫҫӗ. Вӗсем ушкӑнпа мар, пӗчченшерӗн, ытти йывӑҫсем хушшинче ӳсеҫҫӗ. Ҫакна тумашкӑн, — Жухрайӑн сасси типсе кайнӑ пырӗнчен хӑйӑлтатса тухма тытӑнчӗ, — виҫҫӗр аллӑ рабочи тата икӗ инженер кирлӗ. Тул ҫутӑлнӑ чухне вӑл сасартӑк шӑллӗ патне монастыре кайса килме шут тытрӗ: тен, унта тӗрлӗ илӗртекен япаласемпе пӑлханусенчен аякра пурӑнакан ҫыннӑн мӗнле те пулин лӑплантаракан тата татӑклӑ сӑмахсемех тупӑнӗҫ. — Мӗн те пулин пулчӗ-им? Ырӑ кӑмӑл-туйӑм пирте ҫителӗклӗ. Вӑрман хӗрринелле тинкерсе пӑхса, эпӗ тӑрлавсӑррӑн йӑл-йӑл култӑм; ман ҫинчен тар шапӑртатса юхать, унӑн тумламӗсем янах тӑрӑх анса кӑтӑклантараҫҫӗ пулин те, эпӗ вӗсене шӑлмастӑп. Вӑл хумхану Базаров ҫине те куҫрӗ. — Итлетӗп, монсеньор. — Нумай, нумай! — вут ҫывӑхнерех куҫрӗ Пантелей. Сӑн-пичӗ ун сехри хӑпса тухнӑ чухнехи пек сехӗрленчӗклӗ пулса тӑчӗ. Анчах мӗншӗн вӑл ку таранччен килмерӗ-ха? Йӗри-тавра питӗ лайӑх курӑнать. — Ҫавӑн пирки. Пӑван ҫапла каларӗ те, врач алли ҫине ӳкрӗ. — Мӗн эсир ман ҫинчен ун пек калаҫма пуҫларӑр, е манӑн ҫитменлӗх пур-им? Анчах Артамонов ура ҫине тӑрса, вилнӗ ҫынна пуҫ тайнӑ пек, пилӗк таранах пӗшкӗнсе, Баймакова пуҫ тайрӗ. Аякранах Владимир унта, темле, ахаль чухнехи пек мар шавланине, хыттӑн калаҫнине илтрӗ. — Тӑхтама вӑхӑт ҫук пирӗн. — П-а-а-адлец! Вӗсем йӑвана аркатрӗҫ пулин те, унта туссем-юлташсем текех ҫук пулин те… — Том, чӑннипе кала, ҫавна эсӗ нимӗн кулмасӑр-тумасӑрах калатӑн-и е шӳт тӑватӑн-и? Хӑйсем пӗр-пӗринпе ӑҫта тӗл пуласси ҫинчен каварлашса, вӗсем уйрӑлса утрӗҫ, — вӗсем хӑйсем юратнӑ сехетре, урӑхла каласан, ҫур ҫӗрте, хуларан икӗ миля тӑварахра, шыв хӗрринче, ҫын ҫук ҫӗрте пӗрле тӗл пулас, терӗҫ. Арҫын ачасем пирӗн тарса пӗтрӗҫ — хӑшӗ вӑрмана, хӑшӗ партизансем патне, — вӗсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Ҫав ҫӳҫ пӗрчисенченех эпӗ пилӗк фут тӑршшӗ пит хитре пӗчӗк кушелкке турӑм, ун ҫине ылтӑнпа тӗрлесе король майри ячӗн малтанхи саспаллисене ӳкертӗм. Шырланпуҫне таврӑннӑ чухне, ҫул ҫинче, Давыдов Тубянсксем ҫӗре туртса илни тата утта вӑрласа кайни ҫинчен районти прокуратурӑна пӗлтерес те мар-ха, тесе шутларӗ. — Флоринда! Унтан ҫамрӑк ҫын килчӗ, хулӑн сасӑпа евитлерӗ, аллисем тарланӑ: «Эсир, — тет, — мана сӑрнаккай вырӑнне хуратӑр-и? Улттӑмӗш каҫхине вӑл лаштра та симӗс чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те юнашарах ларакан сухӑрлӑ кивӗ тунката тавра кӑвайт чӗртсе ячӗ, ун шучӗпе ку тунката ирчченех хӗрӳллӗн ҫунса тӗлкӗшмелле пек туйӑнчӗ. Инҫех те мар, хуйхатнӑ кайӑк кӗтӗвӗ евӗр, ачасен ушкӑнӗ кӗшӗлтетет; пӑхсах паллӑ, ҫамрӑк манахпа ҫак алхас ачасем хушшинче нумаях та пулмасть темӗнле хирӗҫӳ пулса иртнӗ. Ҫавна хыпсанах хӑмӑр хавронья ҫав тери хӑвӑрт тухса тарнӑ, канцеляринчи чиновниксем ӑна темӗн чухлӗ линейкӑсемпе, чернил кӗленчисемпе пенӗ пулин те хӑваласа ҫитме пултарайман. Енчен Иван Никифорович ҫак сӑмаха каламан пулсан, вӗсем, кӑшт тавлашкаланӑ хыҫҫӑнах, яланхи пек тус-халлӗн уйрӑлнӑ пулӗччӗҫ. Ҫирӗм пиллӗклӗх билетнех патӑм, илмест… Ҫӑрттан мучи сана паян ҫамрӑк автан кӳрсе парӗ. Пӗр минут та сая ярса ан тӑр, халех ҫула тух, ачасене илсе кил. Гальмало ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса тӑчӗ. Ман сирӗнтен уйрӑлас килмест пулсан та, ку сирӗншӗн ахаль тытӑнса тӑни пулӗччӗ… — Юрать, Дик, — пӳлчӗ ӑна Уэлдон миссис. — Мӗн тумаллине кайран курӑпӑр. Хӗрӗн пичӗ шурчак та салху пулнӑ. Анчах тепӗр кунне вӗсем ман ҫине сиввӗн, шанмасӑр пӑхнине асӑрхарӑм. Эпӗ ҫавӑнтах Баринова чӗлхинчен шуйттан туртнине, вӑл — фантазёр — матроссене темскер каласа панине тавҫӑрса илтӗм. — Старик-инвалид рольне вылятӑп, — мотоцикл патӗнче аппаланма пӑрахмасӑрах хурав турӗ Георгий. Вӗсем хӑйсем мӗн ярса илнисене ирӗксӗрех пӑрахнӑ та, тарса ҫеҫ хӑйсен пуҫӗсене ҫӑлнӑ. — Вӑл мӗн тӗслӗ? Вӗсенчен террорла ӗҫе тӳрех хутшӑннӑ ҫынсене кӑна персе вӗлернӗ. — О, ӑнланатӑп! — хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, мана алӑ парса. Сасартӑк палуба ҫине тухмалли ҫӗрте такам кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ. Эпӗ кӗтмен ҫӗртен атте килсе тухнипе ҫав тери хӑраса ӳкрӗм те ӑҫтан килнине, ӑҫта кайса кӗнине те асӑрхаймарӑм. Пулнӑ. Ҫапах та вӑл палламан ҫын умне пырса тӑчӗ. Зал каллех тӑп-тулли пулчӗ, эпир халӑха та ҫаплах улталарӑмӑр. — Хуллен, хуллен, — пӳлсе хучӗ ӑна Павел Петрович. — Унта илтӗнет-и? Кун пек чухне вара вӑл, хӑйне куҫсӑр тӑратса хӑварнӑ пурӑнӑҫ ҫине тарӑхнипе, кӑранташа хуҫкаласа пӑрахать, унӑн хӗстерсе ҫыртнӑ тутисем ҫине юн тумламӗсем пӑчӑртатса тухаҫҫӗ. «Ну, атте кирек мӗн шутлатӑр, — мӑкӑртатрӑм эпӗ хам тӗллӗн тӑрантас ҫине ларнӑ чух, — эпӗ кунта нихҫан та ура ярса пусас ҫук; пӗр нӑйкӑлтийӗ, эпӗ телейсӗр ҫын пулнӑ пек, ман ҫине пӑхса йӗрет, Ивинӗ, сысна хӑраххи, пуҫ таймасть; асӑнтарӑп-ха эпӗ ӑна…» Элен малтан калаҫма пуҫларӗ. — Ӑнланатӑп, — кӗскен ответ панӑ ывӑлӗ. Эпир ҫитрӗмӗр… — Ан калаҫса тӑнӑ пул! — кӑшкӑрчӗ ун ҫинелле Ромашов. Шуйттан тӗртрӗ-и, тен, паян мана аттене йӗкӗлтеме: вӑл ҫак кунсенчех хӑйӗн оброкӗ ҫинчи пӗр мужикне ҫаптарма хушнӑ — питӗ лайӑх тунӑ; ҫапла, ҫапла, ҫав тери тӗлӗнсе ан пӑх ман ҫине, — питӗ лайӑх тунӑ, мӗншӗн тесен вӑл калама ҫук вӑрӑ, ӗҫке ярӑннӑскер, анчах атте эпӗ ҫав япалана пӗлессине ниепле те кӗтмен. Ҫав вӑхӑтра сасартӑк темиҫе ҫын вӗҫтерсе ҫитрӗҫ те ӑна тӗреклӗ хулпуҫҫийӗсенчен ярса тытрӗҫ. Пурнӑҫӗ унӑн хӑй Мускавран тухса кайнӑ чухне ӗмӗтленнӗ пек мар, кӗтмен ҫӗртенех лайӑх пуҫланса кайрӗ. Уйӑх ҫутатать, вӗсем пурте шурӑ тумпа, шурӑ чечексенчен ҫыхнӑ пуҫ кӑшӑлӗсемпе, пӗлетӗр-и, темле гимн евӗрлӗ юрӑ юрлаҫҫӗ. — Мӗн кирлӗ сана? Ӑна урӑххисем пӗлме тӑрӑшчӑр. Куҫ умӗнчех! Ну, ял Советне ӗҫпе чӗнеҫҫӗ. Анчах лаша та ҫук-ха. Каҫхине Судамифь кивӗ хулана, улшуҫсен, усламҫӑсен, ырӑ шӑршӑллӑ им-юмпа сутӑ тӑвакансен йӗркерен тӑсӑлакан лавккисем патне кайнӑ. — Кам вӑл? — пӑшӑлтатса илчӗ Ярцев. Эпӗ ун чухне хӗрсем ҫинчен кӑна шухӑшланӑ. — Эсир мана тӗлӗнтеретӗр, господа, — терӗ Одинцова: — анчах эпир калаҫӑпӑр-ха сирӗнпе. Урамсенче карманьола ташша ташлаҫҫӗ, ҫавӑн пек чух пӗрне-пӗри «кавалер» та «дама» тесе мар, «гражданин» та «гражданка» тесе чӗнеҫҫӗ. Анчах мастерскойӗнче хуллентерех, сыхланарах хускални мана тата пушшех хумхантаратчӗ пӗтӗм мастерской йывӑррӑн тапранкалатчӗ, ҫынсене ман паталла магнит туртнӑ пекех туртса илетчӗ. Шутсӑр хытӑ ҫухӑрни илтӗнсе кайрӗ, йытӑ клирос ҫине сиксе хӑпарчӗ те ҫухӑрашса чиркӳ тӑрӑх чупкалама тапратрӗ; алтарь тӗлне ҫитсен, тепӗр енчи клирос патнелле чупса каҫрӗ, ухӑ пекех чиркӳ алӑкӗ патнелле вӗҫтерчӗ, алӑк патӗнчен — каялла; вӑл пӗтӗм чиркеве янтратса ҫухӑрчӗ, мӗн чул хытӑрах чупрӗ, ҫавӑн чул хытӑрах ӳсрӗ ун ыратни. Анчах астӑвӑр, йӑнӑш ан пултӑр… Вӑл, хӑй шухӑшӗпе, ҫавӑн пек самантра Евгений Онегин хӑйне хӑй ҫапла тытнӑ пулӗччӗ, тет пулӗ ӗнтӗ. Яр мана. Вӑл повозкӑ патнелле ыткӑнчӗ, команда пачӗ: — Андрее! Капла пурӑнни лайӑх пулнӑ пек туйӑннӑ. Вӑл шухӑша кайса пурӑнатчӗ; Сирӗн пит шӑршӑ кӗрет. — Кукамай! — хӑратас пек каларӗ Катя. Чылайӑшӗн чӗрисем хыттӑн тапаҫҫӗ. Тухса каяканнисем пӗр-пӗрне кӑшкӑрса чӗнеҫҫӗ. Лена ӑна ҫӑрапах питӗрсе хучӗ, Софья Ивановнӑпа Таньӑна, ун ҫинчен кам та пулин ыйтас пулсан, полковник таврӑнман-ха тесе пӗлтерме хушрӗ. — Пӗлӗт ҫинчи ырӑ вӑйсем, — тесе кӑшкӑрса янӑ вӑл, чӗтрекен сасӑпа, — мӗне пӗлтерет-ши ҫав? Мӗскӗнсемпе кӗлмӗҫсем ҫӗршерӗн-ҫӗршерӗн унӑн ҫӑкӑрне ҫисе пурӑнатчӗҫ… Мӗн чухлӗ укҫа паратчӗ вӑл вӗсене! Пирӗн хулара ҫуртсем ҫинче нимӗнле номер тавраш та ҫук вӗт-ха. Ҫумӑр ҫунӑ чух яланах ҫапла пулать. Усалсемпе калаҫни хӑлхасӑрпа сӑмахланӑ пекех. — Ну, хуҫа, илсе кил тенӗ сана эрех, пырӑм типсе кайрӗ, — мӗкӗрчӗ уксахӗ. — Мӗн унта? Вара пӗр харӑсах ӗрлесе-кӗрлесе тӑракан хӗрӳллӗ кӑшкӑрашу тапранса кайрӗ: — Мӗнпе сухалатпӑр-ха эпир ӑна? Вӑл ыйтрӗ: чаплисен ҫамрӑкӗсен ӑс-хакӑлпа ӳт-пӗвне аталантарас тӗлӗшпе мӗн тӑваҫҫӗ тата ҫамрӑксем шкулта вӗренес чухнехи ҫулсене, этеме ырӑ ӑс вӗрентнине ытларах йышӑнма пултарнӑ вӑхӑтра, мӗн ӗҫ туса ирттереҫҫӗ? Труба, чӑн-чӑн труба! Тӗрӗксем, хӑйсене пеменне кура, хӑюллӑрах пула пуҫларӗҫ, чулсем ҫийӗн вӗсем тата аяларах анчӗҫ те йӑлӑмалла ҫывхарчӗҫ. Ҫав вӑхӑтра тапӑнакансем арча хупӑлчинче урай ҫумӗнченех икӗ пысӑк шӑтӑк турӗҫ, халӗ вӑл шӑтӑксем витӗр пеме те лайӑх ӗнтӗ. Иманус васкавлӑн тунӑ ҫак бойницӑсенчен пӗринпе усӑ курчӗ: вӑл аллине шӑтӑка чикрӗ те пусма ҫинче кӗпӗрленсе тӑракан салтаксем ҫине иккӗмӗш пистолечӗпе персе ячӗ. Любовь, ашшӗ ҫине пӑхса, куҫхӳрипе кулса илнӗ, унтан чӑрсӑррӑн:— Вара хаҫатра ҫыракан ҫын — ҫын мар-им? — тесе ыйтнӑ. Макҫӑм сасартӑках хӑраса кайрӗ. Ӗҫке ернӗ ашшӗне те, хӑйне те ачаранпах хӑй тӑрантарса пурӑнать. — Пурӑнкалатпӑр! — терӗ Лозневой, сӑмаха тӳррӗн каласран пӑрӑнарах. — Пӑх-ха, туршӑн та, осколок вӗт, — ахлатса илчӗ Семиглаз, — мина осколокӗ! Ну, кала. — Ку питех те ӑнсӑртран, кӗтмен ҫӗртен пулчӗ… Мана тавҫӑрса илме вӑхӑт кирлӗ… Ҫавӑн пек кирлӗ пулнӑ пулас. …Каллех канӑҫсӑрлӑх… Ну, чуп, ырӑ лашам! Пӗчӗк пӳлӗмрен хайхисем калаҫни илтӗнчӗ, ӳсӗркелесе илсе, тӑрӑхласа кулса та чӗрене тивмелле йӗкӗлтесе, Лятьевский ҫапла калать: — … — Ия, Морис Джеральдӑн тусӗ ҫеҫ пулмашкӑн ытла хитре вӑл. Пултараймарӑм! Астрономсем сӑнанӑ тӑрӑх, Венера ҫинчи пӗр талӑк Ҫӗр ҫинчи талӑкран 20 — 24 хут вӑрӑмрах (Венерӑн талӑк тӑршшӗне тӗрӗс шутласа тупайман-ха, мӗншӗн тесен ку питӗ кӑткӑс ӗҫ). Дик Сэнд ҫула май Гаррисран йывӑҫ ячӗсене ыйтса пычӗ. Монтанелли тумланчӗ те аяла анчӗ. Чӑпар тыркассем, хӑйсен шӑтӑкӗсенчен тухса, кайри урисем ҫине тӑраҫҫӗ те пӗтӗм ҫеҫенхире илтӗнмелле шӑхӑраҫҫӗ. Англие таврӑнсан, эпӗ унӑн карапӗ путни ҫинчен, карап ҫинчи командӑран пӗр юнга кӑна ҫӑлӑнса юлни ҫинчен пӗлтӗм. Катя хӑйӗн амӑшӗ ҫумӗнче тӑрать, пичӗ тӑрӑхлаланса кайнӑ пулин те, вӑл ытти чухнехи пекех хӗп-хӗрлӗ. Вӑл ача амӑшӗ — тӗрӗс тӑвать… Филипӑн сарлака та ҫӑра сухаллӑ сӑпайлӑ пичӗ ҫине, кӑшт вӑй хурсанах тӗреклӗ ҫара аллисем ҫинче уҫӑмлӑн палӑракан мускулсем ҫине эпӗ кӑмӑлласа пӑхатӑп. Тускуб пире валли вилӗм выртмӑшӗ хатӗрленӗ. Пӗр-пӗр ҫын вилнӗ тейӗпӗр, арҫын-и, хӗрарӑм-и, ача-и — пурпӗрех, виле сивӗнсе ҫитеймен-ха, вӑл сӑвӑ ҫырса та хунӑ. Мӗншӗн? Йывӑр аманнӑ хыҫҫӑн ӑна тыла куҫарнӑ пулнӑ. Тул енчи алӑкне уҫса, икӗ алӑк хушшине кӗчӗ те вӑл сывламасӑр тенӗ пек шӑпӑртах тӑчӗ. Вӑл, хӑйпе хӑй кӗрешнӗ евӗр, пӗр минута яхӑн, пӗр вырӑнтах тӑчӗ. Коридорнӑй, шурӑхнӑ, пӗркеленчӗк сӑн-питлӗ пӗчӗк ҫын, сӑмавар йӑтса кӗнӗ те, хӑвӑртрах калла, вӗттӗн-вӗттӗн пусса, чупса тухса кайнӑ. Ҫавнашкал палӑраҫҫӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ Конституци проектӗнче ССР Союзӗн хуҫалӑхлӑ тата обществӑллӑ-политикӑллӑ пурнӑҫӗнче 1924 ҫулранпа 1936 ҫула ҫитичченхи тапхӑрта пулса иртнӗ улшӑнусем. — А мӗн вара? Эпир шӑп та шай ҫак тӗлтен, сирӗн ҫарсем нумай тӑнӑ ҫӗртен иртсе каятпӑр. — Троекуров килйышӗнче сире кам та пулин паллакан ҫын пур-и вара? — тесе ыйтать вӑл. Вӑл хӑйӗн пӗтӗм укҫине пӗтӗмпех ҫынсене валеҫсе парать, хӑй вара приходри священник пек ҫулталӑк хушши тӑват-пилӗк скуди ҫеҫ расходласа пурнать. Вӑл Каса-дель-Корвӑра лаша пӑхса пурӑнать. — О, мӗнлерех асаплантаратӑн эс мана, майра-патша! Юлашкинчен, ку йӗркесем уншӑн ытлашши ҫирӗп мар пек туйӑннӑ, вӑл, пачах пӗччен пулас тесе, настоятельрен ирӗк илсе пушхире куҫнӑ. Ултӑ уйӑх иртрӗ ӗнтӗ Севастополь бастионӗсенчен пӗрремӗш хут персе янӑ етре тӑшман ӗҫленӗ вырӑна ӳксе ҫӗре алтнӑран вара, ҫав вӑхӑтран пуҫласа ӗнтӗ бастионран траншейӑсене, траншейӑсенчен бастионсене пин-пин бомба, етре, пуля вӗҫме чарӑнман, вилӗм пирӗштийӗ те пӗр чарӑнмасӑрах вӗҫсе ҫӳрет вӗсен ҫийӗпе. Воропаев бокалне тултарчӗ. — Печорин каҫхи апат тума каҫ выртмаллипех Н… полковник патӗнче юлчӗ, — тесе пӗлтерчӗ лакей. — Ытахаль пӑрҫа та ҫыртмасть, усал тума ҫыртать. Тӑшман пичӗ Андрей алли айне лекрӗ; таҫтан вӑй кӗрсе кайрӗ ӑна, ухмаха ерсех тенӗ пек, вӑл тӑшманӑн сӑмсине, куҫӗсене, тути-ҫӑварне тӑпӑлтарма тытӑнчӗ. Пӑртак аяккарах, крыльца ҫинче, поляксен шляхти пухӑнса тӑнӑ, бинокльсемпе; вӗсем хушшинче офицерсем. Вӗсем чухӑн Хопровпа арӑмне вӗлерчӗҫ… Апла пулсан, лавсем яла ҫитнӗ ӗнтӗ. — Мӗн чупмалли ун? Тупата, мӗнле-ха, ара, — терӗ вӑл, — пӗр ҫуртра пурӑнатӑр… тата ҫавнашкал чипер хӗр, питех те аван хӗрача, пур енчен те хитре… — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — тетӗп эпӗ. Пӗлетӗн-и эс, Огарнова, вӑл маншӑн тӑван атте пекех. Эпӗ те ачана пилӗк пус патӑм, халӗ ӗнтӗ килнӗшӗн те, ҫичӗ тенкӗ пӗтернӗшӗн те пӑшӑрханмарӑм. — Ӑнлантӑмӑр! — йӑл кулса илчӗ Разметнов. — Калӑр-ха, Джон, — терӗ малалла Паганель, — ҫав Окленда ҫитиччен бригӑн шлюпки ҫинче ишме май пурччӗ-ши? Половцев ҫыхса пӑрахнӑ хӗрарӑм ҫине кӑкӑрӗпе пырса выртрӗ. Ашшӗ-амӑшӗ вилни пирки (вӗсем пӗр вӑхӑтра тенӗ пекех вилчӗҫ) унӑн отставкӑна тухса Горюхино ялне, хӑйӗн именине килмелле пулчӗ. — Малалла каймастпӑр пулсан? Мӗншӗн тесен тӗнчере мӗнпур усал япала жид ҫине тиенет; мӗншӗн тесен жида кашниех йытӑ вырӑнне хурать; мӗншӗн тесен жид-тӑк, вӑл этем мар тесе шутлаҫҫӗ». Хулана офицерсем килсе тулнӑ. Ҫумӑр шывӗсем ҫак тусана лӳшкеттерсе чылаях хулӑн ҫӗр туса хунӑ, ҫил йывӑҫ вӑрлӑхӗсем вӗҫтерсе килнӗ. Сивӗрен те, ӑшӑран та хӑраман йӗплӗ хулӑ йывӑҫӗн пӗр вӑрри хатӗр йӑранпа усӑ курса, ҫулҫӑсем кӑларнӑ. Тепӗр ҫултан чӑн-чӑн тӗм ӳссе ларнӑ. Халӗ август уйӑхӗ ӗнтӗ, тӗм ҫырласемпе витӗннӗ; унӑн пӗр турачӗ библиотека чӳречинчен кӗрсе урайне ҫитиех усӑнса аннӑ. Анчах ытлашши ансат, кӑткӑсрах пултӑрччӗ вӑл. Анчах Христоса эпӗ ниепле те ӑнланаймастӑп, — ниепле те! Кирлӗ-и, шӑп ҫав спецификӑллӑ интерессене палӑртса тӑма ятарласа тунӑ аслӑ орган? Ӑҫта пултӑр-ха вӑл? Йывӑрпа парӑнать Макара наука! Вунӑ кун иртсен полковник двореца каллех пычӗ, анчах ӑна унта: кардинал чирлӗ ҫын патне кайрӗ, вӑл каҫсӑр килмест, — терӗҫ. Пурте васкаҫҫӗ: уйсенче хӑвӑрт ҫутӑлса пырать, айлӑмалла пытаннӑ колоннӑна нимӗҫсем асӑрхӗҫ те тупӑсенчен пеме тытӑнӗҫ. Машина мана хӑми айне персе чикрӗ, аялтан сӗтӗрттерсе пырать, хӑй, шӑлтӑр-шалтӑр тайкаланса, ун пек те — кун пек муталать… Тӑхта, эпӗ ҫырам-ха, вара сана лайӑхрах ӑнлантарса парӑп. Людмила ман ҫине тӗлӗнсе ӑшшӑн пӑхать, кукаҫей те мана килӗштернӗ пулмалла, пӗрмай кулкалать. Тӳсеймерӗҫ ляхсем вӑл вӑйлӑ хӗснине, леш вара вӗсене шӑп та шай шӗвӗр патаксемпе сӑнӑ хуҫӑкӗсем ҫапса тултарнӑ вырӑна хӑваласа кайрӗ. Сӑмсипе хуллен мӑшлатса майор ҫывӑрать. Прихутра праҫник пулнӑ. Вӑл ҫылӑхлисене ӑшаланӑ чухнехи тамӑкри ҫулӑм ҫути ӳкнипе кӑна ҫуталакан тӗттӗмлӗхре пурӑннӑ имӗш. Тен, вӑл арканнӑ карап ҫинчи трюмра юлнӑ матроссемпе пассажирсене чӗнчӗ-ши? — Эсир, Гаррис мистер, яланах Боливин ҫак пайӗнче пурӑнатӑр-и? Воропаев хӑйне ниепле те ӑнланса ҫитереймест. Ҫынсем валли — чул ҫурт, хам валли — йывӑҫ тупӑк. — Тӗрӗсех-и? Вӑл унӑн арӑмӗ пулма килӗшнӗ, лешӗ Аннӑпа пилӗк ҫула яхӑн пурӑннӑ та, вилнӗ чухне хӑйӗн мӗнпур пурлӑхне ӑна парса хӑварнӑ. Ку вӑл сарлака хулпуҫҫиллӗ сарӑ кӑтра ҫӳҫлӗ тӗреклӗ арҫын, вӑтӑр ҫулсенелле ҫитнӗскер, ахӑртнех, ҫирӗп сывлӑхлӑ та питӗ вӑйлӑскер пулчӗ. Аҫаҫури хӑйӗн кӑвакрах чӗрнисене шӑмӑран тунӑ пӗчӗк патакпа тасатма тытӑнатчӗ. Темиҫе кун иртсен, Поликарпа тӗл пулатӑп. Вӑл тахҫанах ӗнтӗ «Ӑна кашкӑрсем ҫисе янӑ пулӗ» тесшӗн, анчах та амӑшӗ ҫиленесрен тытӑнса тӑрать. Ӑна, ылханлӑ Кондрашкӑна, маншӑн каторгӑна кайма хӑрушӑ мар-им вара? Эпӗ ахлатса илтӗм, манӑн юлташӑм пӑшӑлтатать: «Мӗншӗн-ха ӑна пирӗннисем пӗчченех хӑварнӑ? Тепӗр ҫулхине, ҫуркунне, эпӗ пӗрре хур чӗпписене ҫитерме ҫил арманӗ патне хӑваласа тухрӑм. Именӳ вучӗпе тӗлкӗшен пит-куҫне ҫӗрелле тытса, вӑл арӑмӗн ӳпкевлӗ сӑмахӗсене ним сасӑсӑр итленӗ, хӑйӗн пӳлӗмне, сурӑх пек йӑваш та айванӑн кӗрсе, питӗрӗнсе ларнӑ. Электрически поезд, кустӑрмисемпе хаваслӑн чӑнкӑртатса, сиренипе хаяррӑн кӑшкӑртса, Мускав ҫывӑхӗнчи вырӑнсемпе хӑвӑрт-хӑвӑрт чупать. — Иш епле! — шӑл йӗрсе илнӗ Маякин. — Ҫук. Урай варринче пӗр темле ҫын тӑсӑлса выртать. Эпӗ ӑна манӑн Глюмдальклич теттӗм (вӑл няня тени пулать). Глюмдальклич маншӑн тӑрӑшни тата манпа ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни ҫинчен кунта асӑнмасан, мана ытла та пархатарсӑр ҫын тесе ӳпкелеме тивӗҫлӗ пулӗччӗ. Манӑн ӑна ҫакӑншӑн пӗтӗм чӗререн тивӗҫлипе ырӑ тӑвас килчӗ. Анчах ун вырӑнне вӑл король умӗнче куҫран ӳкнӗшӗн эпӗ ирӗксӗрех айӑплӑ пулса тӑтӑм пулас. — Сана хӑвӑн ҫинчен кирек мӗн шухӑшлани те пурӗпӗрех мар-и вара? Вӑл Кассий Кольхаун пулнӑ. Гленарванӑн ачана йӑпатмалли сӑмах та пулмарӗ. — Ярӑр тухтӑра, эп ӑна хам шантарса илетӗп, — ҫуртӑма хывам, атьсене хурам та, тухтӑр пирки хам шантаратӑп, вӑл чӗптӗм чухлӗ те айӑплӑ ҫын мар. Вара хура армутипе хытхура тӗмисен ҫийӗпе, хуралнӑ хӑмӑлсене явӑннӑ йытпырши ҫыхланчӑкӗсем ҫийӗпе, кӗрхи ҫӗртме пуссин хумлӑ-хумлӑ кӑтрашкисем ҫийӗпе, ҫеҫенхир тӑрӑх каҫхи тӗксӗм мӗлкесен сӗтӗрӗнчӗкӗсене хӑвара-хӑвара, хӗвелтухӑҫӗнчен пӗр сассӑр, сӑрӑ кашкӑр ами пек йӑпшӑнса, тӗттӗм ҫӗр килсе ҫитет. Тарса хӑтӑлма пултарайман ҫынсене арӑслансем, пантерӑсем, леопардсем кӗтсех тӑраҫҫӗ. Кашни каҫ хӗвел аннӑ хыҫҫӑн вӗсен сассисем, халь-халь тапӑнасла, лагерь ҫывӑхӗнчех илтӗнеҫҫӗ. — Пӗлейместӗп, ара… Люба темӗнле сӑлтавпа пӑлханса уҫӑлса кайнӑскер, хӑвӑрттӑн калаҫса, ун патнелле пынӑ. Пӑвӗ пӗчӗкрех пулнӑран ӑна выляма меллех марччӗ, унӑн ирӗксӗрех хырӑмпала бильярд урлӑ тӑсӑлма тиврӗ. Эсир — вӑхӑтлӑха йӑнӑш ҫул ҫине тӑнӑ тайкаланчӑк вӑтам хресченсем, ҫавӑнпа та сирӗн тӗлӗшпе эпир административлӑ мерӑсем йышӑнмастпӑр, ун вырӑнне сирӗн куҫӑрсене чӑнласах уҫӑпӑр. Вӑл мӗнле башньӑра ларнине пӗлетӗр-и эсир? Эсир часрах пырӑр! — терӗ те вӑл ҫемҫен кӑна хушса хучӗ: — Эпӗ сирӗншӗн пӑшӑрханатӑп ӗнтӗ, чӑнах! — Тата мӗн кирлӗ-ха ӗнтӗ? — терӗ амӑшӗ шухӑшлӑн. Куҫӗсем унӑн сывлӑм пӗрчи пек савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшаҫҫӗ. Флоринда ӑна пӑртак тытса тӑрӗ тесе ӗмӗтленер. Тӑвансем!.. Эпӗ ӗлӗкхи пекех усӑллӑ пуласшӑн, хамӑн пӗтӗм вӑйӑма чӑнлӑха парасшӑн; анчах идеалсене ӗлӗк шыранӑ ҫӗрте шырамастӑп ӗнтӗ, вӗсем маншӑн чылай ҫывӑхра пек… туйӑнаҫҫӗ. — Вилчӗ! — терӗ те вӑл хыттӑн, пӗр хушӑ чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, каллех пурне те ҫилленнӗ пек пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Улӑштаратпӑр-и? — пӑшӑлтатрӗ Давыдов, ун патнелле пӗшкӗнсе. Люба хреснай тӑванӗпе пӗр ҫултах пулнӑ, анчах вӑл ун ҫине яланах асли кӗҫӗнни ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Киле ӳсӗр таврӑнсан, вӑл каҫхи апат ҫиме ларнӑ та йыттине хӑйӗн чашӑкӗнчен ҫитернӗ. Николай Петрович пачах урӑхла, Павел Петровичӑн практика питӗ пысӑк тесе шутланӑ, ялан унтан канаш ыйтнӑ. — Мӗнле «мӗн туни»? Декабрь ҫурҫӗр полушаринчи сивӗ, йӗпе тӑракан, кичемлӗ уйӑх, кунта ӑна июнь уйӑхӗ теме те пулать. — Пӑшӑрханмастӑп-ҫке, Иван Павлыч. — Квейс, — терӗ Гобельман, — ыран эсир инструктаж илетӗр. Тепӗр самантранах вӑл Дик Сэнд Томпа ун юлташӗсем пулӑшнипе рейсене куҫарса парӑссене ҫилпе карӑнтарнине курчӗ. Ривареса пӗр контрабандист та улталама хӑяйман, улталама шухӑшласан та ӑна улталаймӗччӗ. Вӗсем пӗтӗм ҫул тӑршшӗпе калаҫни те ҫакӑ ҫеҫ пулчӗ, вӑл вара хаклӑ япаласем улӑштарнине татса пани пулчӗ… Кӗмсӗрт, кӗмсӗрт. Куҫӗсем унӑн курӑнмаҫҫӗ — вӗсем вырӑнне икӗ пысӑк тӗттӗм пӑнчӑччӗ, анчах Ромашов вӑл хӑй ҫине пӑхнине туйсах тӑчӗ. — Унти кивӗ катмаксемпе кӗреҫесем юрамаҫҫӗ-им? Паттӑр ҫыннӑн, тепӗр паттӑр ҫыннӑн рыцарьла маттурлӑхне вӑл кирек кам пулсан та хисеплемелле-ҫке-ха. Аслӑ та сивӗ тӳпере тӑрнасем хуйхӑллӑн тӑрлик!.. тӑрлик! тенисем илтӗнеҫҫӗ. Иван Павлыч мана ӑсатрӗ те ыранхи кунччен эпир унпа уйрӑлтӑмӑр. Ӑна урӑххи — Петр унӑн хӗрӗ умӗнче хӑйне хӑй мӗнле ӑнланмалла мар, ытла типпӗн, ҫав вӑхӑтрах упраса тата, унтан та ытларах, кӗвӗҫнӗ пек тыткалани ҫеҫ кӑштах пӑшӑрхантарчӗ. Мана ҫакмалли патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. Чир питӗ йывӑррӑн пусса илчӗ, Тома нимӗн те интереслентермерӗ. — Ытах та эс кам патне те пулин пурӑнма кӗтӗн пулсан, хӑвӑн ӗҫне епле лайӑх — ҫапла тума тӑрӑш, ҫавӑн чух тин эс йӗркеллӗ хӗрарӑм пулатӑн… Ялхуҫалӑхӗнчи кӑткӑс ыйтусем пирки сӑмах тапратсан, ӑна Нагульновпа Андрей пулӑшса пычӗҫ. Кухня урайӗнче вутӑ пуленккисем йӑсӑрланаҫҫӗ, хӑйӑ ҫунать, кирпӗчсем выртаҫҫӗ, кӑмакан хура ҫӑварӗнче — пуш-пушах, такам шӑлса кӑларнӑ пекех. Эсӗ вӑт Лушкӑпа пӗр кирлӗ мар ҫӗртен ҫыхланса кайрӑн, анчах сана мӗн тума кирлӗ вӑл? Кӗтмен ҫӗртен анса ларас-тӑвас пулсан, пирӗн пурте пур тесе эпӗ асӑннӑччӗ ӗнтӗ, анчах та мӗн тӑвас тетӗн-ха, сӑмахран, палаткӑна, е кабинӑран тухасси тӗлӗнмелле йывӑр та асаплӑ ӗҫ пулсан. Кун пек хӑрушӑ ӗҫе кунне пӗрре ҫеҫ тума пулать, кирек мӗнле пулсан та кабинӑран кунне пӗрре тухса кӗмесен май килмест-ҫке-ха! Чехолсем ҫумӗнчи шнуроксене салтса яриччен пӳрнесем ыратма пуҫларӗҫ, шнуроксене вара виҫӗ хутчен салтмалла пулать. Юр пӗр утӑм иртсенех ураран ӳкерет, пирӗн вара ирӗксӗрех хамӑра майлӑ утса ҫӳремелли мел, ҫиле хирӗҫ хӗрӗх пилӗк градус пӗшкӗнсе ҫӳреме хушакан мел, шухӑшласа кӑларма тивет. Вӑл тин ҫеҫ мунчаран килнӗ курӑнать — унтан хурӑн милӗк тата пӑрӑҫпа йӳҫӗтнӗ эрех шӑрши кӗретчӗ, тӑнлавӗсем патӗнче тата мӑйӗ ҫинче йӗп-йӗпе тар лӑтӑртатса тӑратчӗ. — Начар мар, тикӗс сывлать. Вӑл иртнӗ каҫ ҫывӑрайманнипе ытлашши ывӑннӑ, ҫавӑнпа хытӑ ҫывӑрать. Вӑл хӗрсе кайсах шухӑшланӑ. Вӗсем патӗнче каллех абрексене шыраҫҫӗ, тет. Арӑмӗ ӑна лӑплантарма тытӑнчӗ. Любишкин какай татӑкки туртса кӑларнӑ, ӑна хыпас тесе тути патне илсе пынӑ та сасартӑк палтах каялла кайса ӳксе шурса кайнӑ. Эпӗ — питӗ майлӑ упӑшка уншӑн! — Мӗн? — терӗ ӑна хирӗҫ Алексей, темле шала кайнӑ, инҫетрен илтӗнекен сасӑпа. Унтан сасартӑк вӑл хаяррӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ: — Тӑхтӑр-ха! Халӗ ӗнтӗ ӑна калас мар тенӗ сӑмаха манӑн тӳррипех каламалла пулчӗ. Вӗсем пӗр ҫиленмесӗр каланӑ йӗксӗк, сысна сӑмахсем мана йӗклентереҫҫӗ, мана хам ӑшра кулма сӑлтав тупса параҫҫӗ, анчах хӑйсене ҫак сӑмахсем кӳрентермеҫҫӗ, чунтан-чӗререн туслӑ пулма та чӑрмантармаҫҫӗ. Ҫӑвӑн пек чухне анне мӗнле пулнине аса илме хӑтлансан, унӑн яланах пӗрешкел ырӑ кӑмӑлпа савса пӑхакан хӑмӑр куҫӗсем, мӑйӗ ҫинчи кӗске ҫӳҫ пӗрчисем явӑнакан вырӑнтан кӑшт аяларахри тур палли, ҫӗленӗ шурӑ ҫуха, мана час-часах ҫупӑрланӑ тата эпӗ час-часах чуптунӑ ачаш типшӗм алӑ ҫеҫ ман куҫ умне тухса тӑраҫҫӗ; анчах сӑнне пӗтӗмӗшпе тӗшмӗртме ҫук. Вӑл ҫӑмӑллӑн амантӑм, час сывалатӑп, киле пыратӑп, — тесе ҫырать; юнӗ ытла нумай юхнӑ унӑн, халӗ мамӑк пек шуралса кайнӑ. Пире суд тума сире халӑх ирӗк панӑ-и? Серёжа тӑван хулара пулман. А Павел, кӗтмен-ҫӗртен тӗл пулнипе хумханса ӳкнӗскер, ӑна ун ҫинчен каласа та параймарӗ. Вӗсем сӑрт айккине ҫуртпа хӳме хушшине пухӑнса ларнӑ. — Пирӗн полкран 2000 ҫын катӑлчӗ, пурте ӗҫленӗ ҫӗрте пӗтрӗҫ; эпӗ хам та ӗҫленӗ ҫӗртех аманнӑ. Хальхинче унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫекундра вӑтӑр пилӗк метра ҫитет. Хӑрасса вӑл хӑраман, анчах та хӑй вырӑнӗнче урӑх ҫын пулсан, вӑл ҫынна хӑрушӑ пулма пултарнине туйнӑ, ҫавӑнпа та вӑл, тӗтреллӗ нӳрлӗ вӑрманалла уйрӑммӑнах хытӑ тинкерсе, сайра та вӑйсӑр сасӑсене итлесе, пӑшалне алӑран алла куҫарнӑ тата хӑйӗн кӑмӑллӑ та ҫӗнӗ туйӑм пуррине сиссе пычӗ. Анчах решетке ҫирӗп иккен. Артур аллисене чӗркелесе пӗтерчӗ, ҫаннине ҫурса ячӗ. Ку нимех те мар-ха. Вӑл Джеммӑпа юнашар, шыв ҫине пӑхса, ҫаплах малалла утрӗ. — Вӑрттӑн? — Хронометр 23 сехет те 14 минут, 37 секунда кӑтартать, — тет помощникӗ, ҫавӑнтах вӑхӑтне ҫырса та хурать. Эпир пӗр-пӗринпе калаҫма та пӑрахнӑччӗ, калаҫсан та ун пек, эпӗ пӗрре те иккӗленместӗп, выльӑхсем ҫеҫ хӑйсем хушшинче калаҫаҫҫӗ: «Миҫе сехет ҫитнӗ? — Санран, унран, пуринчен те. — Мӗнле? Ҫавӑнтан вара Андрей кашни каҫах Марина патне пырса ҫӳреме пуҫларӗ. — Хӗрарӑм ӗҫӗ пирки, ваше благороди, — шикленсе мӑкӑртатса илчӗ Марья. Касса вакламалла! Нимӗн шеллемесӗр! Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе:— Касса вакламалла! — Эсир пирӗн патӑртан-и? — ыйтрӗ Елена. Пӗр господин тарӑхса: пирӗн ӗмӗрте ҫавӑн пек суя хыпарсем мӗнле сарӑлма пултараҫҫӗ тата ку ӗҫ ҫине правительство мӗншӗн ҫаврӑнса пӑхмасть? тенӗ. Хӗр нимӗн шарламасӑр йӗнер ҫинче ларнӑ, ытла та хумханнипе вӑл хӑй чунтан тав тунине калама та сӑмах тупайман. Унта колхоз председателӗ, Гнедых, ухмахланса ларать, эпир вӗсене: «Сирӗн триер хӑҫан пушанать?» — тесе ыйтса хут ҫырса ятӑмӑр та, вӑл: «Улӗмренхи вӑхӑтсенче», — тесе резолюци ҫырса хунӑ. Вӑл та килте сӑмсаланса ӳснӗ ҫивӗч чӗлхеллӗ ҫын иккен, факт! — Вӑтӑр гектар кӑна та, ҫапах та ытларах. Эсӗ ҫеҫ кунта вӗсене демократизмсем туса паратӑн, ӳкӗтлетӗн, йӑлӑнатӑн. Ҫӗр лайӑх мар иртрӗ. Мӗн эпӗ, манах-им? Петербург планне сарса хучӗ те — ун ҫийӗн чӗлӗм вӗҫӗпе куҫкаласа Жданов ҫыран хӗррине шыраса тупрӗ. Ҫӑрттан мучи хӑраса ӳкрӗ, куҫӗсене тем тилмӗрсе ыйтнӑн мӑчлаттарса: «Сёмушкӑ, ман пепкем! Ҫавнашкал ӗнтӗ ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗн тӗп уйрӑмлӑхӗсем. — Сирӗннисенчен чылайӑшӗ ҫӗнтерӳ паракан мӗнпур услама хӑйсен аллине ҫавӑрса илесшӗн, — эсир ҫакна та ӗненетӗр. Курас килмест… — Мӗн кулмалли пур унта? Полозов шутла-шутла ҫирӗ, асӑрханса ӗҫрӗ, сайра хутра ҫеҫ хӑйӗн шурӑрах, ҫиелтен пӑхсан суккӑртарах, питӗ витӗр куракан куҫӗсемпе пӗрре арӑмӗ ҫине, тепре Санин ҫине пӑхкаласа илчӗ. Егорушка енне ҫаврӑнса, Емельян ун ҫине куҫ айӗн пӑхрӗ те:— Чиркӳре ан ашкӑн! — тесе хучӗ. — Мӗн пӗлен эсӗ! Улӑшу мӗн тунӑ чухне ҫеҫ телейлех пулман. Эх, эс те ҫав, шӑна тимӗрҫи! Ирхине тухтӑр килсе ҫитрӗ, пуҫне сулкаласа илчӗ те ҫӗнӗ эмелсем ҫырса парса хӑварчӗ. Серёжа пӗчӗк кӗпер патӗнчи чул муклашки ҫине ларчӗ, питне хӗвел енне ҫавӑрчӗ. Атте — вӑл ӑна чунтан-чӗререн юратать пулас — ҫийӗнчех ун майлӑ пулса: паллах, кирлӗ мар, терӗ те, ҫакӑнпа калаҫу пӗтрӗ; эпӗ ҫакӑншӑн тарӑхрӑм. «А-ах! — терӗ вӑл хытӑ сасӑпа, — лекрӗн-и… Эпе ӑна аннен медальонӗ ашне кӳртсе лартрӑм та, мӑйран ҫакса ҫӳретӗп. — Юратмаллине кама тупнӑ-ха тата! Чӑн-чӑн чӑлаха вӗт! Вӑл, ашшӗ патӗнчен кӑмӑлсӑррӑн пӑрӑннӑ та, тутисене кӳренӳллӗн чӑмӑртаса, нимӗн чӗнмесӗр сӗтел хушшине кӗрсе ларнӑ. Алексее, хӑйӗн патронӗсене йӑлтах персе пӗтернӗскере, чӑннипех те хӗҫ-пӑшалсӑр юлнӑскере, нимӗҫсен тӑватӑ самолёчӗ ҫавӑрса илнӗ те ниҫталла пӑрӑнма та е ҫаврӑнса тухма та памасӑр, хӑйсен аэродромӗ еннелле илсе кайнӑ. Миките ятлӑ тарҫи лаша кӳлме чупса кайнӑ. Ваҫили Андрейч тарҫисенчен вӑл пӗччен анчах ҫав кун ӳсер пулман. Ӑнланнӑ пулсан та, ун ҫинчен каланине илтме ҫук. Унтан ҫӗрле, пурте ҫывӑрма выртсан, Риварес салтаксен тар тултарнӑ витри ҫине шыв янӑ та, кӗсйисене апат-ҫимӗҫ тата патронсем тултарса вӗҫтере панӑ… Ҫук, ӑна калама мар, йӑлтах урӑх сӑлтавпа. — Мӗн кирлӗ тата сана? — Ку сирӗн тӑванӑр е хурӑнташ-и? — ыйтрӗ вӑл. Ан ӗҫ, ачам, нихҫан та ан ӗҫ… Пысӑккӑшӗпе сан пекех-и? — Кунталла килеҫҫӗ! Унтан, канма вӑхӑт ҫитсен, эпир иксӗмӗр Альстер пахчин ҫӑра йывӑҫлӑ аллейи тӑрӑх уткаласа ҫӳресе, кӳлӗ вӗҫӗнче аякранах куҫа илӗртсе тӑракан сӑмалапа сӑрланӑ кивӗ армана кайса пӑхаттӑмӑр. Тихон ӑна крыльца ҫинче кӗтсе илчӗ, ҫара пуҫ хӑй, куҫӗсене ҫутӑлтарса пӑхать; уйӑх ҫути ярах ҫутатнӑ картишне пӑхса ҫаврӑнса, вӑл хуллен кӑна:— Эпӗ халь кӑна Никита Ильича мӑйкӑчран вӗҫертсе ятӑм… — терӗ. — Каялла килтӗм ҫав. — Юрать, — салхун тавӑрчӗ Ромашов. Чӳрече кантӑкӗсене ҫӑмламас алӑсем хыпашланӑ пек илтӗнчӗ. Кичем санпа… Хохолпа вӑл яланах кӗскен, кирлӗ те кӑткӑс япаласем ҫинчен тахҫанах калаҫса пӗтернӗ пек калаҫатчӗ. — Тӗп пулччӑр партие икке уйӑракансем! Ҫынсене хӑй кунти пек кирлӗ пулнине вӑл ниҫта та ун пек ҫивӗччӗн туйман пулӗ. Сӗтел вӗҫӗнче ялти теҫетниксенчен пӗри, голова командинче тӑраканӗ, чӗлӗм туртса ларать, кил хуҫине хисеплесе вӑл сӑхманне те хывман. Килӗшнӗ-ши вӑл Катя хӑйшӗн ӗмӗрлӗхех ҫухалнӑ тенипе? Ку хӗрарӑм сасси — ача амӑшӗн сасси пулчӗ. Манӑн вӗҫевшӗн сывлӑшӑн ҫак 135 километрӗ кӑна пӗлтерӗшлӗ. — Эсир хӑвӑр сӑмахӑра ҫапла тытатӑр-и-ха? — Дмитрий Никанорович, — терӗ Елена: — пӗлетӗр-и эсир манпа пӗрремӗш хут уҫҫӑн калаҫатӑр? Нӳр ҫитменнипе йывӑҫсен сӗткен сахал. Айккинчен пӑхрӑм эпӗ ун ҫине, кунтан мана унӑн пӑртак тайнӑ пуҫӗн таса та ачаш ӳкерчӗкӗ лайӑх курӑнать. Ҫав тери начар», тесе ҫырса хунӑ. Морис Джеральд ҫавна тӳсеймен — пӗтӗмпех вӗриленсе, чирлесе кайнӑ. Эпӗ хам та ҫавна пӑхатӑп-ха, — мӗнле портрет ҫакмалла-ши, тетӗп, атту ырӑ мар пулма пултарать-ҫке, ав, ман кӳршӗ, Герасим Леонтьевич тӗплӗн пӑхса пӗлмесӗрех Ленин портретне кӑларса ҫакнӑ та, ҫав вӑхӑтрах ун патне виҫҫӗн пырса кӗнӗ, кусем петлюровецсем пулнӑ-мӗн. Пӗр пилӗк хутчен пулчӗ ҫавӑн пек. Шубин пӗрмаях ахӑлтатрӗ тата хӑратрӗ, Зоя вара шӑппӑн кӑна кулкаларӗ, кушак пек йӑпшӑнчӗ. Кондрата пӗтӗмпех кӳпкетӗп! Вӗсем Халл капитана хӑйсем Кӑнтӑр Австралири, Мельбурн ҫывӑхӗнчи акӑлчан колонийӗнчи плантацире ӗҫлеме тара кӗрӗшни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тепӗр ишевре вӑл кӑнтӑрарахри широтасене, кирлӗ пулсан, Клери Ҫӗрӗпе Адели Ҫӗрӗ таранах ҫитме шутларӗ. Ӗненетӗп! Таврара пуш-пушах пулнӑ, горизонтра кӑна, инҫетри пӗлӗтсем тӗлӗнче, тӗрлӗ ҫӗрелле саланакан «ҫӑпатаҫӑсен» йӗрӗсем палӑрнӑ. Каҫхине, ялан тенӗ пекех ҫиччӗ таврашнелле, чир ҫӗнӗрен хускалса каять те мана тӑвӑл евӗррӗнех килсе сӑптӑрать, эпӗ вара, е сивӗ пулнипе витӗнкӗҫ айӗнчех сиксе чӗтӗресе, е чӑтмалла мар вӗриленсе кайнипе кӑварла ҫунса, пӗтӗм ӗмӗр вӑрӑмӑшне тӑсӑлакан хӑрушӑ ҫӗре вырӑн ҫинче нушаланса ирттеретӗп. Земзе ӑслӑх-тӑнлӑхӗн усал пуҫламӑшӗ ҫапла туйӑннӑ та курӑннӑ. Хам ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫынсене хисепленине пула, эпӗ ӑна ехусен асӑннӑ йӑлисем пирӗн ҫӗршывра та, уйрӑммӑнах пуян ҫынсемпе ӗҫлемесӗр иртӗхсе пурӑнакан ҫынсем хушшинче палӑрма пуҫлани ҫинчен те ӑнлантарса памарӑм. Салтаксен ӑпӑр-тапӑрне чиксе хунӑ кутамккасем, лутӑрканса, вараланса пӗтнӗскерсем, тата хура юн хытса ларнӑ ҫӗтӗк плащ-палаткӑсем, противогаз сумкисем, лапчӑнса пӗтнӗ флягӑсем тата пуля шӑтарса тухнӑ каскӑсем тӗл пулкалаҫҫӗ. — Ну, пуҫ та мӗн сан хулпуҫҫи ҫинче, Джон! Пурте йӗркелех, хаклӑ юлташӑмсем! Королева садалла пӑхать. Камӑн та пулин Гекшӑн хӗпӗртемеллех ӗнтӗ,- — терӗ. Ӑна тахҫанах кӑларса пӑрахмалла та, хӗрхенетӗп, ҫав ылханпа асап тӳсме хӑнӑхнӑ. Вӑл ҫав куннех Покровскине тухса каять. Тӑхтӑр-ха кӑшт, эпӗ минтерсем ҫине простынь витем. Эпир эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ пекех, ехусем те асӑннӑ тымара ӗмнӗ хыҫҫӑн ӳсӗрӗлсе каяҫҫӗ, вара вӗсем пӗр-пӗринпе е чуптӑваҫҫӗ, е ҫапӑҫаҫҫӗ, е пит-куҫӗсене темӗн тӗрлӗ те чалӑштаркаласа хӑтланаҫҫӗ, е ӑнланмалла мар сӑмахсем каласа супӗлтетеҫҫӗ, е такӑнса пылчӑк ҫине ӳкеҫҫӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса каяҫҫӗ. Эпӗ вӗсене хам пичкере ларнӑ чухне илтнине кӗскен каласа патӑм. Ҫӗр ҫинчен Уйӑх патне ракета 34 сехет вӗҫнӗ, анчах ученӑйсем космос карапӗ ҫинчи приборсем янӑ сигналсене нумай уйӑхсем хушши тӗпченӗ. Питӗрсе илнӗ пӳлӗмре ҫапла тӑватӑ сехетсем лартрӗҫ пуль, ҫав сехетсем мана темиҫе ҫул пек туйӑнчӗҫ. Пурне те чуптуса тухатӑп, пурне те!..» — ҫапла каларӗ те вӑл, урлӑ-пирлӗ пускаласа, хӗрсене хӑвалама тапратрӗ. Пӑх-ха вӑл епле шывпа сывлӑша пӗрӗхтерсе кӑларать. Унтан эпир манӑн сулла пытарнӑ вырӑналла васкамасӑр пӑрӑнтӑмӑр; ҫыранта йытӑсем, каллӗ-маллӗ чупкаласа, пӗр-пӗрне хирӗҫ вӗрни тахҫанчченех илтӗнсе тӑчӗ; анчах эпир пӑртак аяккалла ишсе кайсан, шав кӑшт лӑпланчӗ, кайран пачах йӑмрӗ. Тӗл пулса калаҫмалли майӗсене часах шыраса тупнӑ. — Суятӑр! — ӗненмерӗ Ольга. Гостиницӑна хирӗҫ тенӗ пекех, Георги ҫветтуйӑн шӗвӗр тӑрӑллӑ башни кӑнтса тӑрать: сылтӑм енче, ҫӳлте-ҫӳлте, Доганӑн ылтӑн чӑмӑрӗ ялтӑртатать тата чиркӳсенчен чи илемлӗ, ҫӗнӗ ҫын пекех капӑрлатнӑ Redentore, Паллади чиркӗвӗ ларать; сулахайра — карапсен мачтисемпе рейисем, пӑрахутсен трубисем хуран курӑнаҫҫӗ; хӑшпӗр тӗлте ҫуррине яхӑн чӗркенӗ парӑссем пысӑк ҫунатсем евӗр усӑнса тӑраҫҫӗ, вымпелсем аран-аран хускалкалаҫҫӗ. — Мунчана каятӑп! — терӗ те хохол йӳҫҫӗнтерех кулса, хӑвӑрт, пӗр сӑмахсӑрах пуҫтарӑнса, салхуллӑн тухса кайрӗ. Пичӗсене чӗрмелесе, таткаласа пӗтернӗ… кулса вилӗн! — Ҫав юрӑхсӑр ҫын ӑна ҫапах та шыраса тупма пултарнӑ эппин, — тенӗ Зеб, йӗрӗсене тӗллесе пӑхса. — Ку та тӗрӗс, — тӗлӗнсе килӗшет Наталья. — Павка ӗҫ мӗнле пулнине пӗтӗмпех каласа пачӗ. Икӗ ывӑлӗ Мускавра шыв турттараканра пурӑннӑ, тепри салтакра пулнӑ. Стена хӑпарсах пырать. Монах пулмастӑп тесе вӑйпах кӑшкӑртӑм пулсан та, паян ман ҫӳҫе хырса ячӗҫ. Мана Талькав пӗрре вилӗмрен хӑтарчӗ, эсир ман аттен пурӑнӑҫне ҫӑлатӑр! Вӑл мантан мӗн те пулин ыйтсассӑн, эпӗ хӗпӗртенипе йӑл кулса, именнипе ним чӗнмесӗр тӑраттӑм. Анчах туррӑм мана: «ҫитӗ», — тесе хӑҫан калӗ-ши? — Ҫавӑнпа аллу ҫине якӑр ӳкернӗ ӗнтӗ… — Чи паккӑҫҫи ҫакӑ: теори тӑрӑх юрату — ӗмӗтре пулма пултарайман темӗнле таса япала, пурнӑҫра вара темле ирсӗр, киревсӗр япала, ун ҫинчен калаҫма та, аса илме те йӗрӗнчӗк, намӑс. Ку сӑмахсем Айртона пӑшал сасси пек илтӗнчӗҫ. Пирӗннисем ӑна хирӗҫ ответлеме тытӑнчӗҫ, вара каллех кӗрслетнӗ сасӑ вӑйлӑланса кайрӗ. Юлашки авторитета урамрах пӗтермелле-и? — Эсӗ, лоцман, вӗсене лайӑх пӗлетӗн иккен, — терӗ капитан. — Ҫук, вараланчӑк шухӑшпа мар. Ҫавӑн чухлӗ кӑна пулсан та, манас ҫук ӑна эпӗ. Иртсе ҫӳремелли хушӑсене тап-таса шӑлса тасатнӑ, ҫиелтен кӑштах юханшыв хӗрринчи сара хӑйӑрпа сапкаласа тухнӑ. Мӗн эсӗ, пуҫна ҫыхса лартнӑ? Кашни арӑм князь майри пекчӗ. — Мӗн ҫинчен пулать вара докладӑр? Тӳсеймерӗ полковник, лашине ҫавӑрса сиккипе каялла вӗҫтерчӗ; «Макарин» капитанӗ вӗсене пит ыр сунсах кӗтсе илмерӗ. — Ҫапла: анчах уншӑн тепӗр кунне ҫапӑҫу пулнӑ-ҫке. Рольсем хӑвӑрт улшӑнчӗҫ. Юлашки стенине пӗтӗмпех виҫӗ чӳрече йышӑнать. Мӗн шавлатӑн? Ответ килсен, сире телефонпа пӗлтерме ирӗк парӑр. Лешӗ тата икӗ ӑстрӑм пӑшалпа персе ячӗ. Вӗтлӗх хальхинче крепоҫ вырӑнне пулчӗ темелле; кашкӑрӗсем тапӑнакансем пулчӗҫ, ҫыннисем сыхланаҫҫӗ. Унӑн ҫӑвар ӑш-чикки типсе ларчӗ, кашни сывламассерен кӑкӑрне пиншер йӗп чикекен пулчӗ. Анчах пурпӗр вӑл маншӑн кӗлтунах ӗнтӗ — ҫав тери ырӑ хӗрача ҫав вӑл! — Тӑхланне чӗркуҫҫи ҫинчех тыт, алӑ айӗнчех пултӑр. — Гришӑн асап кӗпине курас тетӗр пулсан, айтӑр ҫӳлти хута, арҫынсем пурӑнакан ҫӗре, Гриша иккӗмӗш пӳлӗмре ҫывӑрать, чӑланта лайӑхах ларма пулать, вара эпир пурне те курӑпӑр. Хӑй хӑмӑр бархӑтран ҫӗленӗ панталонпа ҫавӑн тӗслех питех нумай кӗсьеллӗ куртка тӑхӑннӑ, кӗсьисене ниҫта шӑнӑҫайми ҫыру кӗнекисем, справочниксем, блокнотсем, бумажниксем, хӑйне ҫӳреме мӗн чухлӗ кансӗр, ҫавӑн чухлех ниме усӑсӑр тӗрлӗ япаласем чиксе тултарнӑ. Вара ватӑ атаман пӗшкӗнчӗ те курӑк ӑшӗнче табакпа чӗлӗмне, — тинӗс ҫинче те, ҫӗр ҫинче те, походсенче те, килте те алран пӑрахман чӗлӗмне, — шырама тытӑнчӗ. — Евгений Васильев, — пӗлтерчӗ Базаров наянлӑ, анчах хастарлӑ хулӑм сасӑпа, вара, балахон ҫухине тавӑрса хучӗ те, Николай Петровича хӑйӗн пӗтӗм сӑн-питне кӑтартрӗ. Тата ытти те, тата урӑххисем те. Турӑҫӑм, каҫар пире, ҫылӑхлӑскерсене, — тӑсрӗ вӑл малалла ҫурма сасӑпа хӑйӗн кӗллине. Павел унпа юнашар тӑчӗ те, Сизовпа Рыбин ҫине кӑтартса, хыттӑн:— Пире, виҫсӗмӗре, юлташсем эсир тенкӗрен пӗрер пус тытса юлма хушнине пӑрахӑҫа кӑлармашкӑн ый-ма полномочи пачӗҫ, — терӗ. — Хӑрарӑм? — Ах, тур ҫырлах, — тесе илчӗ шӑппӑн Илюш. Ниҫта шӑнӑҫман сӑмахсемпе ним латсӑррӑн урчӗ те кайрӗ Петерсон Шурочка ячӗпелен. — Чи мӗскӗн кӗлмӗҫпе те улшӑнма хатӗр эпӗ, мӗншӗн тесен, вӑл манран телейлӗрех. Питӗ нумай шухӑшларӗ ҫав ҫумӑрлӑ каҫ аслӑ Артамонов. Тӗрӗссипе каласан, бригадӑра мӗншӗн ним яман пӑтӑ ҫимелле-ха е мӗнле те пулин пули-пулми япалана тытасшӑн хурана кашӑкпа пӑтратмалла? — Сывлӑшран ярса тыт! — канаш параҫҫӗ ӑна; водитель аллисене ним уяса тӑмасӑр ҫӳлелле тӑсрӗ те, мӗн пулса иртнине халӗ ҫеҫ ӑнланса илнӗ пек, хаваслӑн тем кӑшкӑрса ячӗ. Тата санӑн Хура Ӗне лагерьне кӗрес пулать, вӑл Шарни вӑрманӗнчи сӑртра вырнаҫнӑ. Вӑл — хӑйне майлӑ чӗмсӗр ҫын, тесен те юрать. — Эпӗ унӑн пурнӑҫне хӑтарнинчен пуҫларӑм, — терӗ старик, лӑпкӑн хирӗҫлесе. Унта-кунта ҫутӑ пӑнчӑсем пӗрре хӗресленсе, пӗрре сӳнсе, тепрехинче татах тивсе кайса мӗлт-мӗлт тӑваҫҫӗ. Вӑл ҫӗнӗ окоп чавакан пӑлхавҫӑсен ушкӑнӗ патне ҫитсе тӑчӗ, вӗсене асӑрхаман пек пулса, йӗри-тавра пӑхса илчӗ те, хӑйне йӑпӑлтатса пӑхса кулнине сисмесӗр тенӗ пек, тӑпра купи ҫине хӑпарса тӑчӗ. Вӑл тапочка тынасне ҫыхнӑ вӑхӑтра пӳлӗме леш шурӑрах ҫӳҫлӗ пӗчӗкҫеҫ хӗрачан амӑшӗ кӗчӗ. Анчах пурнӑҫ пурнӑҫах пулса тӑрать — унтан мӗн илме май пур, пурне те илес пулать. Лось чавсисене сӗтел ҫине хучӗ, тӗтӗмпе витӗнчӗ те — табак пӗлӗчӗ витӗр унӑн куҫӗсем ҫиҫеҫҫӗ: — Ҫурла уйӑхӗн вун саккӑрмӗшӗнче Марс Ҫӗр патне хӗрӗх миллион километр чухлӗ ҫывхарать, — терӗ вӑл, — манӑн ҫак ҫула вӗҫсе тухмалла. — Манӑн картӑ пур, — терӗ капитан Смоллетт. Тепӗр кун ирхине Марья Ивановна ирех вӑраннӑ та, тумланса, шӑппӑн сада тухса кайнӑ. Хӑйӑрлӑхӑн тикӗс хӗрринче аялтах ӗнтӗ хӗвел, каҫхи шурӑм пуҫӑн пӑхӑр тӗслӗ ӑмӑр ҫути сарӑлсах пырать, Гусев вара аялта хӑйӑр хумӗсене, сӑрт-тӗмескене, вилекен Тумӑн кӗлпе витӗнекен ишӗлчӗкӗсене кӑна курать. Лавсем кунӗпех ҫырма хӗрринче тӑчӗҫ, вырӑнтан хӗвел ансан тин хускалчӗҫ. Монтанелли майӗпен тӑчӗ. Ҫирӗп мар алӑ персе янӑ пуля унӑн питне шӑйӑрса кайрӗ. Шурӑ кӗпе ҫухи ҫине темиҫе тумлам юн ӳкрӗ. Районти милицирен килчӗҫ, ҫӳреҫҫӗ, шӑршлаҫҫӗ, анчах ку ним усӑ та парас ҫук… Ну каснӑ лартнӑ ҫапла! Лилипута тӗп хули — Мильдендо ҫинчен тата император керменӗ ҫинчен ҫырса пӗлтерни. Ҫак пьесӑна енчен тепӗр хут лартаҫҫӗ пулсан, кала-ха консула, ӑна вӗлермесӗр ан хӑвартӑр. Ҫавӑн пек лайӑхрах пулать. Халӗ ӗнтӗ манӑн чӑн-чӑн ӗҫ тума хастарлӑхӑм ҫук. Вӑл ял Совечӗн архивӗсене тата иртнӗ ҫул районти ялхуҫалӑх выставкине тӑратнӑ пучахлӑ тырӑсен экспоначӗсене усракан пушӑ пӳлӗм патнелле ыткӑнчӗ, алӑкне уҫса ячӗ те унта виҫӗ колхозник: Краснокутов, Антип Грач тата лутра пӳллӗ Аполлон Песковатсков ларнине курчӗ. — Ӑҫта эсир? Чухламасӑр ҫӳрекен Паганель тупӑ кантӑринчен ярса илсе ӑна туртнӑ иккен. Афишисем ҫине ҫапла ҫырчӗ: «Суд залӗнче! Кай хӑвӑн каяс ҫӗрне… Вӗлерчӗҫ. Ула кураксемпе чакаксем, пӗрчӗсем пуҫтарса, лаҫ таврашнелле тӗршӗнеҫҫӗ, вырӑнтан вырӑна вӗҫе-вӗҫе ӳкеҫҫӗ. — Ну, уншӑн сире хӑвӑра тавтапуҫ! — кулса ячӗ Софья. Лавҫине мӗн тума лартнӑ тата? — ыйтмасӑр чӑтса тӑраймарӗ хура сухаллӑ казак. Тӗрӗссипе каласан, вӑл королӗн ҫывӑх тӑванӗ пулнипе кӑна ӑна ытти ҫынсем хисеплем пек тӑватчӗҫ, анчах хӑйсем ӑна нимӗн те пӗлмен тӑмсай ҫын вырӑнне шутлатчӗҫ. — Макӑратӑн-им ҫак эс? Наталья, утасса та, темӗскер, курӑнман япала чӑрмантарнӑ пекех, аслӑ пӳлӗмсем тӑрӑх хуллен, асӑрхануллӑн куҫса ҫӳренӗ. Эпӗ атака вӑхӑтӗнче алӑкран чупса тухнӑ чухне ытти пиратсем, пире вӗлерсе пӗтерес тесе, хӳме урлӑ каҫатчӗҫ. Луизианӑри плантатор туяннӑ гасиенда ҫавӑн пек пулнӑ ӗнтӗ. Маориецсен ҫулпуҫне пытарни Каи-Куму хӑйӗн йӑхӗн ҫулпуҫӗ те, ҫав вӑхӑтрах тата жрецӗ те пулса тӑнӑ. — Утӑ ҫулнӑ ҫӗртен-и? — Эпӗ протестлетӗп, — тесе чарса хучӗ ун сӑмахне защитник. Вырӑн-вырӑнпа ҫӗр ҫинче вӑрманпа иртсе кайнӑ ҫынсен ҫулӗ е тискер кайӑксен йӗрӗсем тӗл пулчӗҫ. Ун хыҫҫӑнах хӳме ҫине Сергей те хӑпарчӗ. Вӑл шӑпах сирӗлнӗ кипарис турачӗсем хушшинче пысӑк тӗттӗм фигура курӑннӑ вӑхӑтра хӑпарма ӗлкӗрчӗ. Вара унӑн пӗкӗннӗ пӗвӗ пилӗк минутранах ӑвӑссен хушшинчен вӗлтлетни курӑнчӗ. Артамоновсем, каҫхи апат ҫинӗ хыҫҫӑн, пӑчӑпа аптраса, садра ҫурма ункӑн лартса ҫаврӑннӑ вӗренесем хушшинче чей ӗҫеҫҫӗ; ку йывӑҫсем лайӑх ӳснӗ, ҫапах та вӗсен чӗнтӗрлӗ ҫулҫисем каҫхи тӗттӗмлӗхре сулхӑн пама пултарайман. — Николай Петрович, — илтӗнчӗ ҫывӑхрах Феничка сасси: — ӑҫта эсир? Федотка пит ҫамартине вӗрсе хӑпартрӗ, пуҫне шиклӗн пӗшкӗртрӗ, — мӗнле пулсан та, чӑмакка пӗчӗк мар, чылаях пысӑк… Леденев Корчагинӑн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫинчен итлесе ларчӗ, Павел унӑн чӗрӗ куҫӗсенче хӑйне ырланине курчӗ. Вӑт анне пулас-тӑк кунта, вӑл хӑйӗн Николенькишӗн хӗрелместчех… Сасартӑк ҫӗрлелӗхре йӑпшӑнчӑк, чуна касакан, хӑрушла ӳлев янӑраса саланчӗ. Ун хӗре ҫинчен калатчӗҫ: — Темех вара! Кӗтмен ҫӗртен вӑл ун ҫинчен пачах урӑхла шутлама пуҫланӑ. — Хуҫа, ҫапах та, ман кӑмӑла каять… Паллӑ ӗнтӗ, эпӗ унӑн пӗр сӑмахне те илтмесӗр хӑвармарӑм, вӑл кайнӑ хыҫҫӑн ҫийӗнчех сӑмахӗсене хамӑн ҫырмалли кӗнеке ҫине ҫырса хутӑм. Ак вӑл ҫапла каларӗ: «Сире калама кирлӗ, — терӗ вӑл сӑмахне пуҫласа, — сирӗн пирки ҫак кунсенче государство совечӗ ҫумӗнчи комиссисем темиҫе хут та вӑрттӑн канашлусем турӗҫ. Икӗ кун каярах его величество кун пирки татӑклӑ решени йышӑнчӗ. Эхӗлтетсе ларакан хӗр брюнетка ҫине хисеплӗн куҫ хывса илнӗ те:— Юрлар-им, Саша? — тесе ыйтнӑ. Огнянов сӑмахне чун патне хурса, Муратлийский арӑмӗ ҫак тӑлӑх хӗре хапӑл туса йышӑнчӗ. Авӑ унта, хыҫалта пырать. — Мӗнле калас сана… — татса каламасӑр хуравларӗ Давыдов, Лушкӑн ансӑр хулпуҫҫийӗсене ҫупӑрласа илсе… «Э-э, ку ман хӑлхара сӗрлет-ҫке!» — тавҫӑрса илчӗ Сергей. Вӑл ҫуртран тухса кайнӑ чухне лешсем унтан кулса, йӗкӗлтесе юлнӑ. Анчах Киш шӑлне хӗстерсе ҫыртнӑ та, енчен енне ҫаврӑнса пӑхмасӑрах хӑй ҫулӗпе утнӑ. Саня тула тухса алшӑллине витрене чиксе йӗпете-йӗпете кӗнине, куҫне чавсипе шӑлнине лайӑхах астӑватӑп-ха эпӗ. Чейне ӗҫӗрех. Сунарҫӑсем мӗнле ҫухалнӑ пирки Натанаил хӑех пит ӑнӑҫлӑ сӑмах сарнӑччӗ-ха, ун сӑмахӗ хыҫҫӑн иккӗленсе тӑракансем те пулмарӗҫ. Павел, йӗнер ҫине ларнӑ май, Самуил енне ҫаврӑнса пӑхрӗ: — Илтрӗн-и? Манӑн кӑмӑл калама ҫук ҫӗкленсе кӑйрӗ. Хам тӳпене пар та — урӑх сӑмахӗ те ҫук! Кӑна сана пурте калаяс ҫук, эпӗ те тепӗр чухне каламан пулӑттӑм. — Ҫавӑн пек аван пурӑннӑ чух вилес килмест ҫав. Май килмерӗ-и сирӗн? мана ҫын юратма хӑраманни тӗлӗнтерсе савӑнтарать. Мана эсир пӗр самантра, ҫак ҫекундрах вӗлерме пултаратӑр, анчах мана сирӗнпе пурӑнма питӗ йывӑрланса ҫитрӗ! Ҫакӑн пек пулса тухать те ӗнтӗ: эпӗ чи малтан каласанах — декретнӑй чиновник тата автор иккен, эпӗ колхозниксене куҫран ӳкерсе тивӗҫсӗре кӑларнӑ тата эпӗ сылтӑм оппортунистсем ҫине шыв ярса тултарнӑ, вӗсен арманне ӗҫе ярса авӑрттарнӑ пулать. Шуйттан та хӑйсем пекех капӑр пулма тӑрӑшнине курсан, вӗсенчен нумайӑшӗ тӗлӗнеҫҫӗ ӗнтӗ, кун пирки саклат хурсах тавлашма пулать. Каснӑ-лартнӑ хулӑм сухалах вӗт-ха. Йывӑҫ килӗре йывӑр кисӗпсемпе рис тӳнӗ, кукурузӑна чулпа сӑтӑрса вӗтетнӗ, сӑвӑрнӑ, алланӑ, кӗрпе тунӑ, — ку кӗрперен туземецсем «мтиелле» текен шӳрпе пӗҫереҫҫӗ; шултра вир евӗрлӗ сорго тыррине пухнӑ. Тин кӑна-ха вӑл пулса ҫитни ҫинчен халӑха чаплӑн пӗлтерчӗҫ. Хӗрарӑмсем олив ҫимӗҫӗсем евӗрлӗ «мпафу» вӑррисенчен тутлӑ шӑршӑллӑ ҫу юхтарнӑ, — унран туземецсем юратакан духи туса кӑлараҫҫӗ; фут ҫурӑ чухлӗ пысӑк йӗкесене хӑвӑрт ҫавӑрса, мамӑк арланӑ; йывӑҫ хуппине тукмакпа ҫапса ҫӳхетсе пусма хатӗрленӗ; апата юракан курӑксене акса тунӑ: маниокӑна — унран «касаву» текен ҫӑнӑх авӑртаҫҫӗ, — ҫирӗм футлӑ йывӑҫ ҫинче ӳсекен «мозитзано» ятлӑ хутаҫлӑ нимӗҫ пӑрҫине — ун хутаҫҫин тӑршшӗ вунпилӗк дюйм; апат-ҫимӗҫ пӗҫерме юрӑхлӑ ҫу пӑчӑртаса кӑлармалли арахиса, темиҫе ҫул ӳсекен ҫутӑ кӑвак пӑрҫана — ӑна «чилобе» теҫҫӗ, ун чечекӗсем тӑварсӑр пӗҫернӗ соргӑна кӑшт урӑх тутӑ параҫҫӗ. Кунтах кофе ӳсет, сахӑр хӑмӑшӗ — ун сӗткенӗнчен пылак шыв тӑваҫҫӗ, сухан, гуаяву, кунжут, хӑяр — ун вӑррине, каштан вӑррине ӑшаланӑ пек, ӑшалаҫҫӗ. Тӗрлӗрен ӳсӗртекен ӗҫмелли шӗвексене те хӗрарӑмсемех хатӗрленӗ: банансенчен «малофу», «помбе» эрехӗсем тӑваҫҫӗ. Хӗрарӑмсем килти выльӑха пӑхнӑ: умӗнче хӑй пӑрушӗн кӗлетки пур чухне ҫеҫ сутаракан ӗнесене, кӗске мӑйракаллӑ ӑратсӑр, каҫанӗ мӑкӑрӑлчӑк пӑрусене, какай валли ӳстерекен, пару-илӳре кирлӗ качакасене — вӗсем кунта, чурасем пекех, укҫа вырӑнне шутланаҫҫӗ; юлашкинчен килти чӑх-чӗпе, сысна-сурӑха, вӑкӑрсене пӑхнӑ тата ыт. те. Ним тума аптӑранӑ карчӑк, унталла-кунталла пӑхкаласа, ахлата-ахлата катка тавра уткаласа ҫаврӑнчӗ. Эпӗ кӗнеке тытса ларнӑ ҫӗре пыра-пыра кӗрсе, вӑл мана, тимлӗреххӗн те кӑмӑллӑраххӑн пӑхма пуҫларӗ, мана хулпуҫҫирен шӑлса калатчӗ: — Вула, ачам, вула, кирлӗ пулӗ! Негоро, Томпа ун юлташӗсене тыткӑна илсе, ҫак чурасемпе сутӑ тӑвакан ҫӗршывра вӗсене чуралӑха сутасшӑн пуль тесе шутлама пулать ӗнтӗ. — Ма хӑратӑн? Вӑл хӑй тарӑхнине манса кайрӗ пулас, халӗ ӗнтӗ пуҫлӑха панӑ парнепе усӑ курасшӑн пулчӗ пулмалла. Кӗҫӗрхи каҫ вӑл чӑтса-тӳссе те хӑраса ирттернине каласа та пӗтерес ҫук, мӗн курса асапланни ӑна тӗлӗк пек туйӑна пуҫларӗ. Кӳме ҫинче вырӑн пур. Чунра сӑмахпа каласа памалла мар хаярлӑх вӗрет. Тен, пур, — малтанхи сӳрӗклӗхпех тавӑрчӗ те Ярмола каллех кӑмака патнелле пӗшкӗнчӗ. — Кам-ши, хаджийкӑ пике? — ыйтрӗ Серафима. — Хамӑн ывӑлӑма хыврӑм курӑнать! — чее гримасӑпа каланӑ старик. Ирхи апат ҫинӗ негрсем ҫак вӑхӑтра шӑпах хире кайма пуҫтарӑнатчӗҫ, Джим негрӗ ун валли чашӑка ҫӑкӑр, какай тата ытти ҫимӗҫсем тултаратчӗ; ыттисем тухса кайнӑ чух пысӑк пӳртрен ӑна ҫула май ҫӑраҫҫи пырса пачӗҫ. — Дуняша, — чӗнчӗ вӑл: — Митяна илсе килӗр-ха (Феничка килте пурне те эсир тесе чӗннӗ). Ҫаксем ҫинчен вӑл пит килтерсе те пит тӗплӗн каласа кӑтартрӗ, итлекенсем мӗн вӗҫне ҫитичченех вырӑнӗсенчен хускалмарӗҫ. Эсӗ мана аванах ӑнланатӑн-и? Эпир пур ӗҫе те венецианецсене кирлӗ пек тӑвасса кӗтсе тӑмалла мар. Ӗҫе манӑн нумайччӗ: эпӗ горничнӑйӑн ӗҫӗсене туса тӑраттӑм, кашни юнкун кухняра урай ҫӑваттӑм, сӑмавар тата йӗс савӑт-сапасем тасататтӑм, шӑматкунсенче — пӗтӗм хваттерти урайсене тата икӗ картлашкана та ҫӑваттӑм. Ҫакӑншӑн, тен, ӳкӗнме те юрать пулӗ, анчах нимӗн те улӑштарма ҫук. — Ытарайми кӑвакарчӑнӑм, чунӑм! Ҫак самантра ӑна тата тепӗр темиҫе снаряд пырса лекрӗ пулмалла, — ҫав тери хытӑ кӗрӗслетнӗ сасӑ илтӗнчӗ те пӗтӗм уй кисренсе кайрӗ, тем пысӑкӑш кӑвайт ҫулӑмӗ пек, вут-ҫулӑм ҫӳлелле палкаса хӑпарма тытӑнчӗ. Ҫапла-и? Эпӗ малалла ишесшӗн те мар. Пӗр вырӑнта Вавжонпа Марысьӑна пӑхӑр пек хӗрлӗ питлӗ темле ҫынсем тӑни курӑнчӗ, пуҫӗсем ҫине вӗсем тӗксем лартнӑ. Мӗншӗн мана тытмастӑн? — ҫине-ҫинех каларӗ вӑл, ҫулҫӳревҫӗсем пулса ҫул тӑрӑх сиккелесе чупакан Володьӑпа аслӑ Ивин ҫине чалӑшшӑн пӑхнӑ май; унтан сасартӑк ҫухӑрса ячӗ те ахӑлтатса вӗсене тытма вирхӗнчӗ. Майор Аграфена Ивановнӑна уринчен лапкаса илчӗ, ыттисем вара чӗлхисемпе чаплаттарса тӑчӗҫ. Сюзанна миса сирӗн ятӑрпа тетӗрсене сывлӑх сунма хушӑп, эсир урӑх лару-тӑрура кӑшт канса илме е хӗр-тантӑшӑра курма кайрӗ тейӗп, каҫхине таврӑнать тейӗп. — Апла эсир хӑвӑр халӑхӑра хирӗҫ пыратӑр? — Ну, Иван бай, упапа мӗнле кӗрешнине каласа пар эппин, — татах ыйтрӗ такам. Анчах вӗсен сассине илтсенех эпӗ, вӗсене ром савӑнтарнине туйса илтӗм. Ярцев куҫӗсене кӑшт хупрӗ, пуҫне сулса илчӗ. Ҫав вӑхӑтра алӑк патӗнчен сасӑ илтӗнни хӗрачана хӑратса пӑрахрӗ. Симурден ытла та хаваслӑ шухӑша кайнӑччӗ, сасартӑк пӳлӗмӗн уҫӑ алӑкӗ витӗр Говэн сасси илтӗнсе кайрӗ. Мӗн илсе кайрӗ ӗнтӗ вӑл хӑйпе пӗрле? — Сирӗн полицийӗр виҫӗ пус кӗмӗле те тӑмасть… Вӗсем пысӑк мар тӗмеске — сӑвӑрӗ пӑрахса кайнӑ йӑва ҫине ларчӗҫ те, Нестеренко васкамасӑр калаҫма пуҫларӗ: — Кунта килес умӗн эпӗ Шырланпуҫра пултӑм. — Контузие тата сурана пула саппаса тухрӑм, — терӗ салтак. — Исландире-и? — терӗм эпӗ. Ҫав пурнӑҫ ҫыннисем аслӑран аслисем пулӗҫ… Ҫурҫӗрпе хӗвеланӑҫ енчен лӑпкӑ ҫил вӗрет. Тинӗс ҫийӗ пысӑк мар хумсемпе кӑтрашкаланма пуҫларӗ. — Декабрьте. Халиччен хуторӑн е пӗр вӗҫӗнче, е тепӗр вӗҫӗнче пӑт-пат авӑта-авӑта яни илтӗнкелетчӗ. Нимӗн латти те ҫукчӗ… — Паллакан ҫынна куртӑн-им? Унӑн сасси шӑппӑн та ҫирӗппӗн илтӗнчӗ, куҫӗ парӑнусӑррӑн йӑлтӑртатрӗ. Кашни пӗчӗк уҫланках тӗклӗ ҫырла тӗмӗсем тата хумханакан чакӑр пучахлӑ хӑмӑш сӑрса илнӗ. — Итлӗр-ха, эпӗ сирӗнпе тахҫанах калаҫасшӑнччӗ. Ҫапла, асьендӑна тахҫанах ҫитмелле пек ӗнтӗ! Вӑл вӗт ҫавӑн пек, вӑл тӑрлавсӑр вӗт, ячӗ те унӑн: Пӑрҫа. Ҫук, ун кӑкӑрӗнче ку асаилӳсем сӳнмен, пӗтсе ларман, вӗсем ытти хӑватлӑрах туйӑмсене ҫеҫ вӑхӑтлӑха ҫул панӑ. Вӗсемпе ҫамрӑк козак час-часах хӑйӗн тутлӑ ыйхинче тӗлӗкре аташнӑ, час-часах, вӑрансан, вӑл вырӑн ҫинче ку тӗлӗк мӗне пӗлтернине ӑнланмасӑр ҫывӑрмасӑр выртнӑ. — Ыр-р-ра! Вӗсем ҫав тӳрем вырӑнтах чарӑнса канчӗҫ, тепӗр кун ирпе анаталла анма пуҫларӗҫ. Пӑлтӑрта, темӗнле тимӗр япалапа асӑрхануллӑн кӗмсӗртетсе, тиншӗк шӑппӑн кӑптӑртатрӗ. Денни Уорд укҫашӑн, укҫасем кӳрекен пурӑнӑҫри савӑнӑҫсемшӗн кӗрешнӗ. Тепӗр ыйткалаканӑн мӑйӗ ҫинче пӗсехе шыҫса кайса пилӗк ҫӑм тюкӗ пысӑкӑш ҫакӑнса тӑратчӗ. Виҫҫӗмӗш ҫынни ҫирӗмшер фут ҫӳлӗш йывӑҫ урасем ҫинче тӑратчӗ. Манӑн ӗнтӗ, — мучин пичӗ хӑракан ҫын сӑнне йышӑнчӗ, сасси аран тухрӗ: — Серёжа, эпӗ ют пачпортпа пурӑнатӑп-ҫке. Санин, Клюбер г-на ҫилленнинчен ытларах, Джеммӑна хӗрхенчӗ; ӑна ыран ирхине дуэле чӗнме пултарнӑ пулсан та, вӑл хӑй ӑшӗнче ҫак кун мӗн пулса иртнипе хавасланса пычӗ. Ыталатӑп сире. Анчах мӗн тума пултарччӑр-ха Дик Сендпа ун юлташӗсем хӑйсене йӗри-таврах хупӑрласа илнӗ ҫӗршер салтака хирӗҫ? — Эпӗ ҫав хӗрарӑмӑн, ҫав лилипутӑн мӗнпур интригине пӗлетӗп, — Ромашов вырӑнне таврӑнсан, сӑмахне малалла тӑсрӗ Раиса. Хӑюллӑ тунӑ, пӑхма та илемлӗ. Тавай, ыталанар! Петр кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Эсӗ — ӗнен! Мӗн те пулин туса пама пулать те укҫине ҫийӗнчех илет, енчен ҫавӑнтах пӑхса лармасан, пур, пӗр улталать, ӗҫне кутӑнла туса хурать. Эпӗ ку чухнехи богослови пирки статья хатӗрлетӗп. Манӑн каймалла. Ҫавӑнтах Дик, Геркулес, Остин, Бат шыв вӑрринелле утрӗҫ. Пӗрре каҫхине, пӗтме пӳрнӗ Кубаньри хура халӑх хушшинче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, картишӗнче утса ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, лупас ҫине хӑпармалли чикмеке куртӑм — ӑна нумай пулмасть лартнӑччӗ пулмалла. Кайран уйрӑмах тата сан умӑнта тавлашнӑран, мана шутсӑр аван мар пулчӗ. Ҫавӑн чух вӑл манран хуллен, асӑрханса ыйтрӗ: — Эсир мӗн тума килтӗр-ха кунта? — Вӗсем санӑн кирлинчен те ытларах, — кулса илчӗ Разметнов. Ҫил каллех хырсен лӑсӑллӑ йывӑр турачӗсене хускатса шавласа илчӗ. — Аннепе икӗ шӑллӑм Новочеркасскра пурӑнаҫҫӗ. Ку вӑл ҫуркунне пуҫламӑшӗнче пулнӑччӗ. — Ну, мӗн пулса иртрӗ унта? Эпӗ чӗнмерӗм. Вӑл куҫ хупанкисене ҫӗклерӗ те ман ҫинелле пӑхрӗ. Вӑрман пин сасӑ кӑшкӑрнипе кӗрлесе тӑчӗ. — Сывӑ пултӑр Лантенак! Малалла. Халӗ ӗнтӗ нимӗнле иккӗленӳ те юлмарӗ: ку чӑнахах та айккинелле тӳннӗ карап кӳлепи. Буксир баржӑна картах туртсан, вӑл руль рычакӗнчен ҫавӑрса тытса хӗвелӗн хӗрлӗ ҫаврашки ҫине пӑхса илчӗ те, пуҫӗпе сулса, ҫирӗппӗн: — Тур пиллетӗр! — терӗ. Калаҫакан икӗ ҫын сассинчен пӗри Симурден аббат сасси пулни пирки де-Лантенак маркиз йӑнӑшман иккен. — Тӑхта… — чарчӗ ӑна Христофор атте. Ҫавӑнтах хӑйӗн амӑшӗн аппӑшне, Авдотья Степановна X… княжнана, усал та йӑлӑхтармӑш карчӑка чӗнсе илнӗ. Ку вара, йӑмӑкӗн хӗрӗ килӗнче вырӑнаҫсан, пӗтӗм лайӑх пӳлӗмсене ҫавӑрса илнӗ, ир пуҫласа каҫченех мӑкӑртатнӑ, сада та хӑйӗн пӗртен-пӗр крепостной ҫыннисӗр, кӑвак позументлӑ, пӑрҫа тӗслӗ кивӗ ливрейлӑ, виҫкӗтеслӗ шӗлепке тӑхӑннӑ кичем лакейсӗр тухман. Тепӗр тесен, эпӗ хутшӑнмастӑп ку ӗҫе. Ӑна подвала хупса лартрӗҫ, халех кӗлетсем патне килеҫҫӗ. Петька ӑна кӑмӑлланӑ пек пулса итлет пӗр вӗҫӗмрен «кулӑшла!» тесе калать, унтан сасартӑк тӗксӗмленсе каять те вӑл: «Изя-ахрти кӗҫҫепит» тет, унтан кӑшт шухӑшланӑ хыҫҫӑн «талантсӑр кӗҫҫепит» тесе хурать. Вӑрманти тӗмсем пек чӑлханса пӗтнӗ, арпашнӑ ҫӳҫ тӑрӑх каллӗ-маллӗ утса ҫӳренӗ хыҫҫӑн шӑна Бенедикт пиччен ҫамки еннелле анма пуҫларӗ, вара унӑн тинех шӑна сӑмса кӑкӗ тӗлне ҫитӗ-ха текен шанчӑк ҫуралчӗ. Эпӗ вуласа тухрӑм та хамӑн куҫӑмсене хам ӗненми пултӑм: «Ку ҫуртра 1824 ҫулта Александр Сергеевич Пушкин чарӑнса тӑнӑ». Хамӑра йӗрленине асӑрхаса илме тӑватӑ куҫ иккӗрен шанчӑклӑрах. Ҫак вӑхӑтра икӗ тус хунар ҫутинче платформа вӗҫнерехри пусма тӑрӑх туяланса анакан япшар та ватӑрах ҫынна асӑрхарӗҫ. Кам Марс ыйтать, ӑна вӑл Марс туса пачӗ; кам Байрон пек пуласшӑн, ӑна Байрон пек ӳкерчӗ. Епле ӳстерме пӗлнӗ-ши ун пеккине? Эпӗ ҫав чӑрмавпа чылай ӑнӑҫлӑн кӗрешрӗм, анчах, калас пулать, ман алӑсене йӑлтах йӗпсем чӑрмаласа пӗтерчӗҫ. Эпӗ саншӑн ҫав шухӑш, манӑн юлташӑмсем шутланӑ пек, «ачалла, айванла» туйӑнмӗ тесе шухӑшлатӑп»… — Вӑл субъективлӑ шухӑш, — терӗ вӑл. — Мӗн? Ӑҫтан? Том, чупса пырса, чечек патӗнчен пӑр-икӗ утӑмра чарӑнса тӑчӗ, ывӑҫ тупанне куҫӗ патнелле тытрӗ те, темӗн интереслӗ япала курнӑ пек, урамалла тӗллесе пӑхма пуҫларӗ. Питӗ йӗрӗ те тӗреклӗ пулнӑ лях, чаплӑ пулнӑ ун лашин тумӗсем, хӑйӗнпе пӗрле вӑл тарҫисене кӑна аллӑ ҫынна илсе тухнӑ. Мӗн пулнӑ унӑн чунӗнче — турӑ кӑна пӗлет! Ӑна туратсенчен авса тӑмпа сӗрсе тунӑ, ҫине улӑм витнӗ. Вӑл ҫавӑрӑнса пӑхрӗ: — Мӗн тума? — Пӗлет. «Мӗне пӗлтерет ку? — шиклӗн шухӑшларӗ те ирӗксӗрех уттине хӑвӑртлатрӗ вӑл. Вӑл пӗр вӑхӑта шӑпланчӗ, симӗс пуставран ҫӗлесе варринчен ылтӑнпа тыттарнӑ бант, кокарда евӗрлӗскерне, кӗсйинчен кӑларса:— Эсӗ вулама пӗлетӗн-и? — тесе ыйтрӗ. Тискер кайӑк комбинезона тата вӑйлӑрах качаласа туртрӗ. — Ну? — Ӑна курман ҫав Казбич; вӑл пӗр ултӑ кунлӑха таҫта тухса кайнӑ пулнӑ, вӑл килӗнче пулнӑ пулсан, епле вара Азамат хӑй аппӑшне вӑрлама пултартӑр-ха? Озеров капитан шухӑшланӑ пекех пулчӗ. Ҫак пысӑк вӑрмана полкри ҫынсем пуҫтарӑнма пуҫларӗҫ. Епле ӑнланмалла ӑна? — Пите ҫӑмӑл ӑна ӑнланма. Тӳрем ҫӗрсем ҫинче вӗсен отрячӗсем яланах пулаҫҫӗ, е эстанцисенчен кӑларнӑ выльӑхӗсене хӑваласа каяҫҫӗ, е хӑйсен арӑмӗсем тӗртсе тунӑ кавирсене, атту хӑйсемех ҫӗленӗ йӗвенсене сутма Кордильерсем патне ҫӳреҫҫӗ. — Кун пирки Талькав мӗн калаҫать? — Нимне ӑнланаймасӑр тӗлӗнет. — Мӗнле индеецсене тӗл пулма шутланӑ вӑл пампассен кунти пайӗсенче? — Кальфукура, Катриел тата Янхетруц ятлӑ кациксем тытса тӑракан йӑхсене. Тыткӑнри европеецсем шӑп кӑна ҫавсен аллине ҫакланнӑ. Анчах эпӗ вӑйсӑр. Джемма ун хыҫӗнчен ҫул тӑрӑх пырать. Унтан вӑл, питсене тимлӗн тинкерсе пахса та паянхи ҫӗр ҫакӑнта кӗме ирӗк паракан вӑрттӑн сӑмахсемпе ыйтса, юлнисене тӗплӗн тӗрӗслесе тухнӑ. Фермӑра сире персе вӗлереҫҫӗ, ман патӑмра эсир ҫывӑрса канма пултаратӑр. Эсир ывӑннӑ пулас. — Кӳр-ха пӳрнӳне! Ярски ҫыннисем, колхоз правлени картишӗнчен тухса, кӗлетсем патнелле ҫул тытрӗҫ, анчах кӗлетсем тӗлӗнче урама халӑх пӗвелесе лартнӑ-мӗн. Анчах вӑл пӗтем пурнӑҫ тӑршшӗпех ун амӑшне юратнӑ, пӗтӗм пурнӑҫӗ тӑршшӗпех — вӑл сахал вӑхӑт мар вӗт. Ку вӑл хуйхӑна пула ӗҫсе супнӑ ҫынсен ушкӑнӗ пулман, кунти ҫынсем хаваслӑ пурӑнӑҫран ҫеҫ ҫапла иртӗхнӗ. Унтан: «Эх, аннешӗн ку хӑрушӑ япала», тесе хушса хучӗ. Егорушкӑна ун ҫумӗнче тӑма кичем пулса кайрӗ. Кунта вара Любишкин чӑтса тӑрайман: йӗс ҫӑпала ярса тытнӑ та, сиксе тӑрса, мӗн сасси ҫитнӗ таранах хытӑ кӑшкӑрса янӑ: — Генералсем? Вӑл хаваслӑ тилӗрӳпе ҫӗнӗрен ҫӗкленсе кайнӑ, ҫирӗп сӑмахсен сулӑмӗ айӗнче ӑшталанакан, авкаланакан ҫынсене курса, асар-писеррӗн савӑннӑ, каллех вӑл ятсене тата ятлаҫуллӑ сӑмахсене каласа кӑшкӑра пуҫланӑ, тарӑхуллӑ шав каллех ун тавра лӑпланса ларнӑ. Ҫав план тӑрӑх, Шӑрчӑк текен часовой, пӗр самантлӑха май пулсанах, хӑйӗн юлташӗсене систермесӗр, тӗрме картишӗнчен тухса, ҫӗр купаласа тунӑ хӳме тӗлӗнче ҫӗр айӗпе пыракан вӑрттӑн ҫул патне тухмалли тимӗр алӑка уҫмалла та, уҫҫине каллех хурал пӳртӗнчи пӑта ҫине ҫакса хумалла пулнӑ. Апат ҫитереҫҫӗ — уншӑн та тавтапуҫ сана, туррӑм! Акӑ ҫуртӑн пӗрремӗш хучӗ. Ку башньӑсен аялти тата ҫӳлти хучӗсем. Акӑ укрепленисен планӗ. Ҫулӑмпа тӗтӗм хӳми ҫеҫ курӑнать. Сак вӑхӑтра тулта чӑн-чӑн ҫуркунне ҫитсе тӑчӗ. — Эх, турӑҫӑм, турӑ ҫырлах! Аксинья хӑй пурӑннӑ пулсан… Вӑкӑрӑрсем ман ҫаран ҫинче ҫӳреҫҫӗ, эпӗ вӗсене пӗрре те тытса кӗмен. Кирек мӗнле пулсан та, лаг путрӗ, малашне карап мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине тӗрӗс виҫме Дик Сэндӑн урӑх нимле май та ҫук. Ӗлӗкрех те ҫавӑн пек сӑлтав пурччӗ-ҫке сирӗн, ҫапах та… Иккӗшне ҫӗтсе тӑкнӑ ӗнтӗ. — Мӗне пӗлтерет-ши вӑл? Тепӗр вунпиллӗк ҫул хушши ҫав колони Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уэльс провинцин пулнӑ, вара 1851 ҫул ҫитсен, ӑна уйӑрса Виктори провинцийӗ тесе ят панӑ. Ҫӳлтен кӑвакрах тӗтӗмпе витӗннӗ тинӗс горизонтра вут тӗслӗ курӑнать. Темскер пулнах! Фишерӗ те ывӑнса ҫитсен, ун хыҫҫӑн Джонни Миллер ӗҫлеме тытӑнчӗ, тӳлес вырӑнне вӑл суллантарса ҫӳремешкӗн хӳринчен кантӑрапа ҫыхнӑ вилӗ йӗкехӳре пачӗ. Ҫавӑн пекех ыттисем те «парнесем» пачӗҫ. Ирхине чухӑн пулнӑ Том кӑнтӑр тӗлнелле ырлӑх ӑшнех путакан пуян пулса тӑчӗ. Пӗрре ҫеҫ сикмелле, эсӗ вара ирӗкре пулатӑн. Эпир антилопсем пек ыткӑнӑпӑр. Пӗлӗсӗнччӗ эс халь мӗн калаҫнине. Пирӗн сӗнӳпе килӗшместӗр пулсан, эсир пире икӗ енчен ҫеҫ: е стена шӑтӑкӗ витӗр вӑрман енчен, е кӗпер урлӑ, тӳремсӑртлӑх енчен тапӑнма пултаратӑр. Цветаев электрик чӑннипе мӗнле ҫын иккенне пуҫласа курчӗ. Ҫутӑласпа Макар килне кайрӗ, темиҫе сехет ҫывӑрчӗ, кӑнтӑрла утӑ ҫулма тухнӑ пӗрремӗш бригадӑна кайса килчӗ, тӗттӗмленсен вара каллех ҫатан урлӑ каҫмалли вырӑн патне кайса выртрӗ. — Мӗскер тума шутланӑ эсӗ пӑшалпа? — тет вӑл. — Гаррис мистер, — тавӑрчӗ Уэлдон миссис, — шел пулин те, эсир пире тӳрӗ кӑмӑлпа пулӑшнӑшӑн эпир сире тав тума ҫеҫ пултаратпӑр, анчах ӗненӗр, пӗтӗм чӗререн тав тӑватпӑр. Куду ятлӑ антилопа тирӗнчен ҫӗленӗ, ахахпа тӗрленӗ, тимӗрҫӗ саппунӗ пек хытса ларнӑ икӗ юбка королӗн пӗҫҫисене хупласа тӑраҫҫӗ. — Ги-ро-глифсем… тӗрлӗ картинкӑсем… кукӑр-макӑр чӗркеленисем, малтан куҫпа пӑхмашкӑн вӗсем нимӗн те пӗлтермен пек туйӑнаҫҫӗ. — Чимӗр-ха, эпӗ мӗнле те пулин коробка тупам — вӗсем пит ҫыпҫӑнаҫҫӗ. Сӑмахпа эпӗ совесть хушнӑ пек тӗрӗс тӑватӑп тесе калатӑп, негр хуҫине ҫав негр ӑҫта пурӑннине ҫырса пӗлтеретӗп тетӗп, анчах хам пӗтӗмпех суятӑп иккен, ҫакна чун туять та пӗлет. Унтан эпӗ хывӑнса выртрӑм, анчах ҫывӑрса каяймастӑп — ҫак ӗҫе тусах пӗтерес килет манӑн. Ялта таҫта йытӑ вӗрсе илчӗ. Сӑмах тытаймастчӗ ҫав вӑл. — Урӑх нихҫан та ун пек ан тӑвӑр. — Эсӗ ун ывӑлнех вӗлернӗ тесе шутлатӑн-и? Унран ҫакна мӗншӗн ыйтнине ӑнланманнипе пулас, карчӑк ман ҫине аптранипе тӗлӗнсе тем кӗтнӗн пӑхрӗ. Алӑкне те хӑйне майлӑ ансат тунӑ, лаша тирӗ карнӑ йывӑҫ рамӑна ҫавӑн пек тиртенех тунӑ петлесемпе ҫапса лартнӑ. Вӗсем хушшинче пӗр Переяславски курень ҫеҫ ҫук. Соломон хӑй вырӑнӗнчех юлчӗ-ха. Вӗсене ҫавӑркаласа вӑл лӑпах пӗр сехет ирттерчӗ. Унӑн шухӑшӗсене Гленарван пӳлсе хучӗ. Кун ҫинчен мана чи малтан ирхине ирех урамра тӗл пулнӑ Никифорыч каларӗ. Апат хыҫҫӑн, сӗтелсем ҫинчен пуҫтарсан, хӗрарӑмсем юрӑ пуҫласа ячӗҫ, арҫынсем хӑйсен вӑйӗсене тӗрӗслеме тытӑнчӗҫ, патаксемпе тытса туртӑшрӗҫ, кӗрешрӗҫ; Чӗресем тулса ҫитнипе, иксӗмӗр те сӑмах чӗнейместпӗр. Вӗсем ҫинчен ҫапла тарӑхса калани вырӑнлах та пулмӗ, эпӗ вӗт тӗнчере вӗсемсӗр пуҫне ниме те юратман, вӗсемшӗн канӑҫлӑха та, хисеплӗхе те, пурнӑҫӑма та пама хатӗр пулнӑ… Тӳпере пурте янкӑр ҫутӑ. Федор Тимофеич Тетка лӳчӗркесе пӗтернӗ хӑйӗн кӗрӗкне ҫуласа илнӗ те, табуретка айне кайса выртнӑ. Анчах вӑл хушни каярах пулчӗ. Хӑшӗ-пӗри хӑвӑрт аяккалла чупса кайрӗ. Тепӗр куннех Павел хӑма ҫуракан заводра ӗҫлеме пуҫларӗ, вӑл халь ҫеҫ ҫурса кӑларнӑ хӑмасене типӗтме ӗретлесе хурать. Эпӗ, чӗркуҫленсе лартӑм та, хама ирӗкре хӑвармашкӑн тархаслама тытӑнтӑм. Ҫӗр каҫиччен питҫӑмартийӗсем ҫине хӗрлӗрех тӗслӗ ҫӑра шӑрт тапса тухнӑ. Салтаксем патӗнчен тухсан Козельцов оборона казармине, хӑйӗн юлташӗсем патне, офицерсем патне кӗчӗ. Грушницкий тавра ӗненмесӗр пӑшӑрханса калаҫни илтӗнчӗ. — Кам патне? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Эпӗ критиксене юратмастӑп. Ку тӗрӗс япала. Воропаев хушнипе виле пытармалли шӑтӑка унчченех хатӗрлесе хунӑ пулнӑ. Чӑннипех те ӗнтӗ, мана ҫиме юрӑхлӑ апата вӑл ӑҫтан тупнӑ пулӗччӗ-ха? Унӑн секунданчӗсем канат айӗнчен тухса пирпе витнӗ пуканне хӑйсемпе пӗрле илсе кайнӑ. Самолет кӑна сывлӑш ҫине тӗрӗнсе вӗҫет. Ракетӑна вӗҫме сывлӑш вара кансӗрлет ҫеҫ. — Мухмӑр ҫук пулӗ те? — йӑл кулса ячӗ лешӗ. Революцие пула эпир ҫавӑн пек сӑмахсене пӗртте шикленмесӗр итлеме те, калама та пултаратпӑр. Атте Володя университета вӗренме кӗнӗренпе атте уйрӑмах хаваслӑ, кӑнтӑрлахи апата кукамай патне таврӑнакан пулчӗ. Ку вӑхӑтсенче йӑхсен хушшинчи хирӗҫӳсем тата та ытларах юнлӑ ҫапӑҫусене тухса пынӑ, мӗншӗн тесен туземецсем Европӑри хӗҫпӑшалсене алла илнӗ, вӗсене питӗ ҫӑмӑл тыткалама вӗреннӗ. Ҫавӑнпа та тахҫан чечекленнӗ Ика-на-Маорин районӗсем пушхир пулса тӑнӑ. Е ӗҫ капла килсе тухрӗ пулсан, вилмелле пулсан, вӗсенчен нихӑшӗ те пирӗн пек вилме пултарас ҫук! — Ҫапла, Монготимо, — тепӗр хут ҫирӗплетрӗм эпӗ. Ҫав ҫынсене кайса курма аран-аран килӗшрӗ вӑл. Шпион ун ҫине хӑвӑрт кӑна пӑхса илчӗ те — сурчӗ. Апла пулсан, ан шарла, мана шухӑшран ан пӑр. Ейн, цвей, дрей… алле хоп!.. Артура студентсем хушшинче ҫӳренӗ хыпарсем тата ытларах хаваслантарчӗҫ. Мӑнкун хыҫҫӑн пысӑк ӗҫсем пуласса пурте кӗтсе тӑнӑ. Дубков выляма юратать, выляма та пӗлет, ҫапах вӑл питӗ лайӑх ҫын. «Мӗншӗн-ха апла? Ҫав нимӗҫ патӗнче эпӗ виҫӗ ҫул пурӑнтӑм. Мана нимӗнле ӗҫе те вӗрентмерӗҫ, яланах е хуҫалӑхри ӗҫсем тӗлӗшпе, е эрех илме чуптаратчӗҫ. Ҫавна тума пултарӑп-ши эпӗ? Каштанка вӗсене иккӗшне те ҫурӑмӗсенчен пӑхнӑ. — Хреснай атте! — шӑлне йӗркелесе каланӑ Фома. — Эпӗ халь нимӗн те туман-ха, апла пулсан мана рацейсем вулама иртерех… Ачалла хӗпӗртесе, вӑл аялалла пӗшкӗнчӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Вӑт мӗнле кӗрлет! Ашшӗн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗкӗсем чӗтренӗ, ывӑлӗн ырхан пичӗ хускавсӑр, сиввӗн пекех пулнӑ. Тӗнпе халалланса, хӑйсене сутуҫӑ е сиплевҫӗ-ӑрӑмҫӑ тесе пӗлтерсе инҫет ҫӗр-шывсене карапсемпе ишеҫҫӗ. «Э, куратӑп эпӗ, эс ачашскер иккен!» терӗ Бульба. Казак вӑл хӑйне кирлине яланах илет… Акӑ эпӗ хырӑм выҫҫине, сивве, кичемлӗхе пула тӑмран тӗрлӗ япаласем йӑваласа тума пуҫларӑм. Оленина тата та хаваслӑрах пулчӗ. Сывлӑш йывӑрӑшӗ тинӗс тӳремӗнчи пусӑмран ытларах пулсан, — паллах, барометр малалла кирлӗ пулас ҫук. Куҫӗсене хӗснӗ, сӑнӗ кулать. Чӳрече ҫӗкленчӗ те ватӑ карчӑк куранчӗ. Тӳрӗ те ҫирӗп пул пурнӑҫра… Ютӑнне ан хӗрхен, хӑвӑнне хытӑ сыхла… Ҫак Кондрат кӳреннипе ҫурӑлса кайтӑр хучь, анчах эпӗ категорически ӑна хирӗҫ, ҫавӑнпа ӑна кирлӗ таранах кӳпкетӗп! Вӗсем тинӗс курӑкӗ ҫине, пӗрин ҫумне тепри лӑпчӑнса выртрӗҫ. Алексей тӗлӗнчӗ: — Коптев-и? Операци пӗтичченех. Ватӑ штаб-лекарь, ҫамрӑксем умне килте тунӑ пиртен ҫӗленӗ пиншак, килтех тунӑ улӑм шӗлепке тӑхӑннӑскер, тухса тӑчӗ. — Шырарӑм, шырарӑм эпӗ сире. — Ҫапла, — терӗ ӑна Вильсон. Ҫавӑ ӑна, коменданта систермесӗр-мӗнсӗрех, хӑй хушусем парса туса хучӗ. — Тем парсан та ку ирсӗр шинельпе каймастӑп… — Мӗншӗн пулма пултараймасть? — кӳренсе чалӑшшӑн пӑхса илчӗ Костя. — Питӗ-и? Гор чӗнчӗ: — Тӳпе ывӑлӗсем, тарӑр, эсир хальлӗхе ҫӑлӑнаятӑр. — Ура! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Фелим пӗр хушӑ ним те чӗнмен хыҫҫӑн, ҫав хушӑра вӑл арчара арпаштарни ҫеҫ илтӗнчӗ. Вӑл кӗсйинчен укҫа енчӗкӗ кӑларчӗ, Егорушка енне ҫурӑмӗпе тӑрса, унта вак укҫисене чылайччен чӑнкӑртаттарчӗ, вара, вунӑ пуслӑххине тупсан, ӑна Егорушкӑна пачӗ, Христофор атте ассӑн сывларӗ те васкамасӑр Егорушкӑна пиллерӗ. Ансӑр сукмакпа Елисаветински Ҫӑл куҫӗ патнелле хӑпарнӑ май, эпӗ арҫын ушкӑнӗнчен иртсе кайрӑм, вӗсен хушшинче штатскисемпе ҫар ҫыннисем те пур, кайран пӗлтӗм эп вӗсем симлӗ шывшӑн ҫунакан этемсем хушшинче хӑйне евӗр уйрӑм виҫере тӑраҫҫӗ иккен. Вӑрӑмтунасем нӑйлатаҫҫӗ. Рада пӗр сӑмах каламарӗ пулин те, хыттӑн макарнине илтсе, Колчо ӑна сасӑран палларӗ. — Эс кунта пӗчченех-и, Рада? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. — Ӗҫӗ унӑн мӑй таранах, ҫывӑрма та вӑхӑчӗ ҫук. Вӗсем тӑруках шӑп пулчӗҫ. Этем сӑмахне маннӑ тейӗн, урса кайнӑ тискер кайӑк пек:— А-а-а-а! — уларӗ вӑл чӑтма ҫук усаллӑн чӗтӗрекен сасӑпа. Театр тӑвас тесен, режиссерсем, актерсем, художниксем, платниксем, сӗтел-пукан тӑвакансем, ҫӗвӗҫсем кирлӗччӗ — сасартӑк ҫак профессисене ӑста пӗлекенсем хамӑр шкултах тупӑнчӗҫ. — Генерал, сирӗн тӗп хваттерӗр ӑҫта пулать? — ыйтрӗ Гавар, маркиза честь парса. Вӗри чулсемпе тӑм ҫапса тунӑ ҫуртсен стенисенчен те кӑнтӑрла темшӗн вӗри ҫӑкӑр шӑрши кӗрет. Автобус шоссе хӗррине вырнаҫнӑ пӗчченҫӗ вилтӑпри ҫумӗпе иртрӗ; унпа юнашар Англи танкӗн юлашкийӗсем сапаланса выртаҫҫӗ. Вӗсем татах итлеме пуҫларӗҫ. — Пысӑк ӗҫ тума, специалистсене хамӑрӑн ҫамрӑксенчен вырӑнтах хатӗрлеме шут тытрӗ вӑл. — Caramba! — Малашне епле пурӑнас тетӗн-ха вара эсӗ? — ҫак кӑмӑла кайман тӗлпулуран тӗлӗнсе ыйтрӗ Яков Лукич. Ӗнер эпӗ ӑна Челахов магазинӗнче тӗл пулсаттӑм та, вӑл тӗлӗнмелле чаплӑ персидски кавир туянасшӑнччӗ. Ложементсене хамӑрӑннисемех йышӑннӑ пулнӑ. Ну, ҫапла ӗнтӗ… — Эпӗ ӑна нихҫан та кулмасӑр, шӳт тумасӑр тӑнине курман. Развалихинӑн ҫак чее шухӑшсене ӑнсӑртран ҫеҫ пӗлчӗҫ. Шӑматкун, июнӗн 6-мӗшӗ. Эпӗ санпа пурӑнӑп… Эсир асӑрхӑр-ха: этемлӗхӗн тӗллевӗ ырлӑх, ырӑлӑх, юрату пулсан; этемлӗхӗн тӗллевӗ, пророксем каланӑ пек, мӗнпур ҫынсем юратупа ҫыхӑнса тӑнинче, сӑнӑсенчен ҫурла тунинче т. ыт. те пулсан, — ҫав тӗллеве пурнӑҫлама мӗн кансӗрлет-ха? Сӑрт тӑррине хӑпарса ҫитсен, ҫухрӑм палӑртма лартнӑ тӑватӑ тӑваткал чул юпаран пӗрин ҫине ларчӗ те ун ҫине таянса, хӑй умӗнче сарӑлса выртакан тавралӑха пӑхса илчӗ. — Суятӑн! Йӗркерен тухмашкӑн никама та ирӗк паман, асту! Курӑн ак, вӑл сан аннӳне мӗнле качча илменнине, — терӗ Оксана, чеереххӗн кулса илсе. Яр мана, Олеся. Тӗлӗкре хам ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн халӑм пӗтни тата хӗрхенӳпе тулса тӑракан тӗлсӗр аса илӳ ҫеҫ. Листа хут ҫине нумай чӳречеллӗ пит эрешлесе пӗтернӗ икӗ хутлӑ ҫуртӑн фасадне ӳкернӗ. — Чӑнах та ӗнтӗ, Австралин историне кунтан та лайӑхрах пӗлме майӗ те ҫук, — тесе хучӗ Элен. Вӑл малалла та ҫаплах палкарӗ. «Ҫакланчӗ вӗт усал», — тесе шухӑшлать Павка, хӑй, ҫав вӑхӑтрах куҫ хӗррипе пӑхса, шывра кулакан куҫсене курать. — Татах каялла чакатӑр эппин? Ҫил-тӑман тухрӗ. Эпӗ унӑн тусӗ, дон Морисион тусӗ. — Аван кӗнеке пулас, ытах вӑл сана ҫакӑн пӗк сӑнсӑрлатнӑ пулсан… — кулса илнӗ Фома. — Эпӗ сирӗн ырӑ кӑмӑлӑрпа хамшӑн усӑ курасшӑн мар… — терӗ Гленарван. Комков кӑшкӑрчӗ те, Лена вӑл чӗннинчен малтан хӑраса кайрӗ, унтан пуҫне пӑрса пӑхса палласа илсен, саламлӑн алӑ сулса, хӑвӑртрах хуса ҫитме хушрӗ. Фельдшер: тӗрӗс тухман, тет. Кантӑк патӗнчен пӑрӑнтӑм та каҫхи апат ҫимесӗрех ҫывӑрма выртрӑм. Савельич тем пек йӑлӑнса ыйтнине те пӑхмарӑм. Вӑл ӳпкелешмеллипех ӳпкелешет: «Эй, аслӑ турӑҫӑм! Нимӗн те ҫимерӗ-ҫке. Пурте хатӗр, октябрӗн 14-мӗш кунӗнче тухса каяс сехет персе ҫитрӗ. Турӑ ҫырлах… Килӗшес! Артур, анчах эпӗ сана юрататӑп вӗт! Эпӗ те «ура» кӑшкӑрса хама-хам манса кайса вӗсемпе пӗрле чупаттӑм; параппанӑн усал ҫеммине итленипе эпӗ мӗне те пулин ишсе тӑкасшӑн, хӳме ҫӗмӗресшӗн, арҫын ачасене хӗнесшӗн вӗресе ҫунма пуҫлаттӑм. Юрӗ ӗнтӗ, ан ухмахлан…» — тенӗ ашшӗ. — Ҫакӑн пек йывӑр экспедицие Самюэль Вернон пӗчченех кайнӑ-и вара? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Команда вӑхӑта сая ямарӗ. Ну, выртать те выртать хӑйне май ҫав кӗске пӑшал, тутӑхсах кайнӑ. Ҫак хавас та харсӑр каччӑ мана питӗ килӗшрӗ; эпӗ асӑрхама ӗлкӗрнӗ тӑрӑх, вӑл ватӑ Хорӗн те юратакан ывӑлӗ пулнӑ. Сирӗн, тен, урӑхла пулӗ? — Ҫак ҫын… — терӗ вӑл, виле еннелле пуҫне майӗпен сулса. — Ӑна О`Брайен тесе чӗнетчӗҫ… вӑл ирландец… Эпир унпа паруссене ҫӗклерӗмӗр те, бухтӑна таврӑнасшӑнччӗ. Каллех пӗтӗмпе унчченхи пек пула пуҫларӗ. Огнянов васкаса утрӗ. Аллисем унӑн тӗлӗнмелле ырхан. Ывӑннине пӗлтерекен сӑн ун пичӗ ҫинчен кулнӑ чух та, итленӗ чух та каймасть. Вӑрӑмтуна унӑн ҫамки ҫине хӑйӗн урисене тӗрӗс тармакласа вырнаҫса ларчӗ те, унӑн ҫемҫе ӳчӗ ҫине ҫавӑнтах хӑйӗн мӗнпур сӑннине тирсе хучӗ. Сӑмах майӗн каласан, мӗншӗн-ха революционерсем пылак ҫимӗҫсене питӗ юратаҫҫӗ. — Ҫапла, маттур… Эпӗ ун хыҫҫӑн тапса сикрӗм, анчах ман сулахай алӑ ҫине темӗн йӑтӑнса анчӗ. Ҫапла ирӗксӗрех ӗҫлеймесӗр тӑни ӑна тата та пысӑкрах инкен кӳрет. Володьӑран вӑл пӗрмай патша тата ҫарӗҫ министрӗ мӗн-мӗн туни ҫинчен ыйта-ыйта пӗлет, ӗненмеллех мар хаваслӑхпа Севастопольре пулса иртнӗ паттӑрла ӗҫсем ҫинчен кала-кала парать вӑл ӑна, шел, хӑйсен патриотизмне палӑртаканнисем сахал тӗл пулаҫҫӗ, пӗр шухӑшламасӑр-тумасӑр распоряженисем параҫҫӗ, тет вӑл ӑна т. ыт. те. Пӗр сӑмахпа каласан вӑл хӑй нумай пӗлнине, ӑслине кӑтартать, ырӑ сисӗм-туйӑмӗсене палӑртать; анчах та Володьӑшӑн пулсан ку пӗтӗмпех ятарласа вӗренсе хунӑ калаҫу пек, суя калаҫу пек туйӑнать. «Кӗмсӗртетекен тӗтӗм» — тесе ят панӑ чаплӑ Виктори шывсиккине тупнӑ хыҫҫӑн Дэвид Ливингстон Замбези шывӗ хӗрринчен ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытнӑ. Сайлас тетепе иксӗмӗр почта «Сид патне» кӗтӗмӗр, вӑл, паллах, унта пулмарӗ; старик темӗнле ҫыру илчӗ; кун хыҫҫӑн эпир тата пӑртак кӗтрӗмӗр, анчах Сид ҫаплах килмерӗ; вара старик мана: «Киле каяр, Сид кайран, ҫапкаланса ҫӳресе ывӑнсан, ҫуран е кимӗпе пырӗ, эпир лашапа каяр», — терӗ. Ҫӗр сухаланӑ, выльӑх хыҫҫӑн ҫӳренӗ. Зурин нумай ӗҫрӗ, мана та сӗнет: службӑна хӑнӑхмалла ӗнтӗ, тет. Эпӗ Николай Антоныч Катьӑпа калаҫнӑ саманта аса илтӗм, чӗрем манӑн ырата-ырата кайрӗ: «Санӑн юлташу пурне те астума пултаракан ҫын вӗт. Вӗсенчен хӑшӗ малтан «тӗрӗс» тесе каланине тавҫӑрса илме пултараймасӑр, иккӗшӗ те калаҫма чарӑнчӗҫ, йывӑррӑн сывласа, пӗр-пӗрин ҫине ҫилӗллӗн пӑхса тӑчӗҫ. — Сире, Любовь Яковлевна, аҫӑрпа пурӑнма чӑнах та йывӑр пулас?.. — тесе хунӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, тӗлӗнмелле йӑмӑк вӑл ман, акӑ ӗнтӗ халӗ вӑл качча каять. — Нимӗнле ҫын та тамӑк витӗр тухмасӑр ун пек пулма пултараймасть, халӗ вӑл ача ҫеҫ вӗт. Партерӑн сылтӑм кӗтессинчен Тальӑна такамӑн хытӑ сасси пӳлсе хучӗ: — Эпир калӑпӑр-ха! А эсир тӳрех — кӗрс тутартӑр! Вӑрҫӑ-тӑк, вӑрҫӑ! Анчах варахпа манӑн пуҫа пӗр чее шухӑш килсе кӗчӗ. Степан Ивановичпа вӑл тӑраничченех лашасемпе ухута ҫинчен калаҫрӗ, — ухута ӗҫне вӗсем иккӗшӗ те пит лайӑх пӗлсе, питӗ хытӑ юратнӑ. Сарлака ҫамкаллӑ пуҫне тайса, шӑппӑн:— Ҫапӑҫатпӑр, полковник господин. Morir si qiovane»… Эпӗ яланах кунта, пысӑк Тутар материкне хирӗҫ ҫӗр татӑкӗ пулмаллах тесе шутлаттӑм. Свидетельсем ман ҫине тем пек хӑраса пӑхрӗҫ. Халӗ мӗнле ӗҫсем пулса иртни ҫинчен мӗн калӑр-ха эсир? — Юрать. Ӗҫе тытӑнӑр! Эпӗ сире илсе кайӑп. Намӑслӑхпа та телейпе ҫунса, Суламифь шарламасть. — Ҫук, пӑркаланатӑн! Ҫавӑнтах Никитӑна вӑрҫса тӑкрӗ: — Эсӗ, катемпи! Ҫийӗнче ун ҫӳхешке пиртен ҫӗлетнӗ сюртук, пуҫӗнче кивелсе ҫемҫелсе кайнӑ картус, офицер карттусӗ. Этем — ӑс-тӑнӑн икӗ ҫак тӑрӑмӗ хушшинчи кӗпер. Е кӳрше каҫса лараҫҫӗ те, чӗнме пырсан та, ял Советне е бригада штабне каяс марччӗ тесе, канӑҫсӑр куна кӳршипе пӗрле хӳтӗ вырӑнта ирттерме май тупаҫҫӗ. Вӗсем: пӗри Недоступная утравӑн чуллӑ ҫӗрӗ, паруссене сарса янӑ карап мӑйне килекенскер, тепре Соловей утравӑн вӗҫӗнчи икӗ пӗчӗкҫӗ утрав, вӗсем ишӗлсе выртакан форт пек курӑнса лараҫҫӗ. — Вырт-ха, шӑллӑм, мӑштах, — терӗ вӑл. — Пӑх-ха эсӗ, ухмах, — сӑмах хушрӗ Тихон, пӗр хушӑ тӑхтасан, унтан аллине йытӑ патнелле тӑсрӗ, анчах ӑна ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине хучӗ, вара Яков хӑйӗн сӑмахӗсене кӑлӑхах каланине, вӗсем пушӑ вырӑна ӳкнине туйрӗ те темшӗн Тихона асӑрхаттарчӗ: — Ҫапах та эсӗ Носков пирки ан кала. Иртнӗ тапхӑрта эпир эксплуататорлӑ классене пӗтерме пултартӑмӑр, Совет влаҫӗ никам ҫӗнтерейми вӑй пулса тӑчӗ. Авалхи ҫынсем хӗлле Хӗвел турри ҫуралнӑ ятпа, ҫуркунне — хӗл каҫиччен шӑннӑ ҫутҫанталӑк чӗрӗлнӗ ятпа уявсем ирттернӗ. Тӗттӗмре вӑл мӗн пурри те аслӑ урамри пысӑк ҫуртсен ишӗле-ишӗле аннӑ шурӑ хӳмисене тата хӑй утса пыракан чул тротуара ҫеҫ курать; сайра хутран салтаксемпе офицерсем тӗл пулкалаҫҫӗ. Вӗсем савӑнсах хӑйсем ҫине хӑйсем пӑхса пит хӗпӗртесех тӗншӗн асап тӳсме хатӗр тӑраҫҫӗ, ҫавӑ ӗнтӗ, тавлашмалли те ҫук, ҫирӗп тӗн, анчах вӑл тӑхӑнса киветнӗ тумтире аса илтерет, темле лапрапа та вараланса ҫуланса ларнӑскер, вӑл ҫавӑнпа ҫеҫ вӑхӑтӑн ишсе ҫӗмӗрсе пыракан ӗҫне сахал парӑнать. Чукун мимӗсем! Иконостассемпе алтарь алӑкӗсем валли хатӗрленӗ пысӑк иконӑсем стена ҫумӗнче сӑн-питсӗр тата ал-урасӑр тӑнине курма питех те лайӑх мар, мӗншӗн тесен вӗсен ризисем е латисем тата архангелсен пит кӗске кӗпийӗсем кӑна пур. Ҫавах хӑйсем килӗштерменнине ял ҫине кӑларман. Эсир мана вӗрентрӗр. — Ҫӑварне карсах пӑрахрӗ, ывӑнса ҫитрӗ… Мана акӑ нимӗн сӑлтавсӑрах сасӑ прависӗр тӑратса хӑварчӗҫ, хутортан кӑларса ярасшӑн пулчӗҫ. Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар». Раща хӗрринче малти хуралҫӑсем пек тӑракан икӗ хурӑн патне ҫитсен, вӑл чарӑнчӗ, пур еннелле те пӑхса ҫаврӑнчӗ те, питӗ вичкӗннӗн — ши-и! ши-и! шӑхӑрчӗ. Челкаш ун умне тӑчӗ те тӗлӗнмелле кулса ячӗ, пуҫӗнчи тутӑр татӑкӗ, пӗчӗккӗнех хӗрелсе пырса, тӗрӗк фески пек курӑна пуҫларӗ. Урӑх эсӗ мана кирлӗ мар. Ӑҫта каяс тетӗн, унта кайма пултаратӑн. Сана валли наградӑлӑха — акӑ тата акӑ! Пӗр вунӑ хут каларӗ вӑл ҫав сӑмахсене, кашни хутӗнчех унӑн пушши тарҫӑ хулпуҫҫийӗ ҫине явӑна-явӑна ӳкрӗ. Егор хваттерне те вӑл ҫавӑн пекех айвантараххӑн асӑрханса таврӑнчӗ, унтан унӑн Николая хула хӗррине ӑсатса ямалла пулчӗ. Вӗсем Николайпа урамӑн икӗ енӗпе утса пычӗҫ. Ун умӗнче ҫынсем ҫӗлӗкӗсене хыврӗҫ, ӑна пуҫ тайрӗҫ, — вӑл хӑйне пуҫ тайнине хирӗҫ ним шарламасӑрах утса пычӗ, вӑл килсен, халӑх шӑпланчӗ, иккӗленсе, именерех кулни тата пӑт-пат кӑна хуллен кӑшкӑркаланисем илтӗнчӗҫ, — ҫаксенче пуринче те хӑйсем ытлашши алхаснине йышӑнакан ачасем ӳкӗнни палӑрчӗ. — Лартӑр-и, Пахомовна; витере мӗнпурӗ те виҫӗ тройка кӑна, тӑваттӑмӑшӗ канать. Мӗншӗн-ха эсир кунта килнӗ хыҫҫӑн тӳрех мана шыраса тупмарӑр? — шанчӑксӑррӑн, ҫапах та ытлах интересленмесӗр ыйтрӗ вӑл. — Ку йӳнӗрех: университетран та ҫывӑхра. Эпӗ ҫирӗм лакея алла илсе сӗтел ҫине хӑпартса тӑрататтӑм, ытти ҫӗр ҫынни аялта урайӗнче пулӑшса тӑратчӗҫ: пӗрисем апат-ҫимӗҫ ҫӗклесе пырса паратчӗҫ, теприсем эрех пичкисем, тӗрлӗ йышши сӑра-кӑвас пичкисем хулпуҫҫи ҫине хурса ҫӗклесе парса тӑратчӗҫ. Сӗтел ҫинче тӑракан лакейӗсем ҫак апат-ҫимӗҫе шӑлтӑрмасемпе, Европӑри ҫынсем ҫӑлтан шыв витрисене хӑпартнӑ пек, хӑпартса сӗтел ҫине ларта-ларта паратчӗҫ. Нимӗнле ыйтусем те памаҫҫӗ ӑна, унӑн шухӑшӗсене те ыйтмаҫҫӗ, часах вара вӑл ыттисенчен уйрӑм, ҫав тери тунсӑхлӑн тӑни палӑрчӗ — усадьбӑри пурнӑҫ мӗн тери шавлӑрах, суккӑр та ҫав таранах тунсӑхлӑ. Хай паҫӑрхи карчӑк ун умне пӗшкӗнчӗ те Лури аллисене темле майлаштарма тытӑнчӗ. Эпӗ ун пек тӗлӗнмелле лӑпкӑ, хӑйне хӑй шанса тӑракан, хӑй ирӗкӗпе пӑхӑнтаракан ҫын урӑх курман. Тен, мӗн те пулин шухӑшласа кӑларан? Манӑн та ҫапла пулса тухрӗ. Эпӗ кӑларса тӑратас ыйту вӑл, тӗрӗссипе каласан, сӑмах татасси кӑна пулать. — Икӗ ҫул ҫитет ӗнтӗ. Мӗн ӗҫпе килнӗччӗ-ха эсӗ ман патӑма? — хӑйне хӑй хытарма тӑрӑшать Давыдов. Вӑл пит те ҫӑмӑл спорт, конькипе ярӑнса ҫӳренипе е ухӑпа пенипе пӗрех. Ку — ӗҫ вӑл! Вальӑпа Розӑна малтанхи кунах арҫынсем пусмӑрланӑ. Юлашкинчен эпӗ хӳме патне кайма шут тытрӑм. Минутран хрюклатни илтӗнсе кайнӑ… Хурт-кӑпшанкӑсен ҫак мӗльюншар ушкӑнӗ чӑтма ҫук пуян та тискер ӳсентӑрансемпе, вӑрмана тултарса тӑракан тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксен ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр йышӗпе, ҫак тӗттӗмӗн курӑнакан ешӗллӗхӗпе, ҫак тутлӑ шӑршлӑ та вӗри сывлӑшпа, Терекран пур ҫӗрте те сӑрхӑнса тухакан тата ӑҫта килчӗ унта лапсӑркка ҫулҫӑсем айӗнче шӑнкӑртатакан пӑтранчӑк шывлӑ ҫак канавсемпе ҫав тери килӗшсе тӑрать, лӑп та шӑп малтан тискер те чӑтма юрӑхсӑр пек курӑнакан япаласем халь вара Оленин кӑмӑлне кая пуҫларӗҫ. Тепӗр кунхине вара ирпе крепоҫа пычӗ те ун лашине вӑрласа каяканӑн ятне калама ыйтрӗ. Ҫав минутра кухня алӑкӗнчен аллисемпе ҫӑмӑл поднос тытнӑ Флоринда курӑнса кайрӗ. Ун чухнехи вӑхӑтра ҫав юрӑ пӑлхарсен марсельези вырӑнне пулнӑ. Оркестр калама тытӑнсан, пурте юрла пуҫларӗҫ. Ешӗл ҫырансемпе парксен хура хӑйӑвӗсене курсан вӑл савӑнса кайрӗ: — Ну, тав турра! Тав турра! Анчах унта Гаррис ҫукчӗ ӗнтӗ, унпа пӗрле ун лаши те ҫухалнӑ. — Тавтапуҫ, сэр, — терӗ моряк, — капла та ишсе ҫитетӗп. Кӑштах ҫывӑрса илнӗ хыҫҫӑн куҫӗсене уҫсан, пӗчӗк те таса пӳлӗмре тӗттӗмленме пуҫланӑ-мӗн ӗнтӗ. Йӗнер ҫинчен сиксе анса, Зеб комендантӑн хваттерне кӗнӗ. Егорушка куҫне уҫрӗ. Анчах тепӗр минутран вӑл каялла кӗчӗ, темле айӑпа кӗнӗ пек кулса илчӗ. Ҫапла вара, виҫӗ пысӑк ҫӗршыв ҫак этемле ырӑ ӗҫе тунӑ. Арӑмӗ тарнӑ е ҫын укҫине салатса янӑ пулӗ… Кунта ҫылӑх ҫук. — Ах эс, хуйхӑмҫӑм, хуйхӑм манӑн! — аллисене пӗр-пӗринпе шарт ҫапрӗ Мануйлиха. Анчах ун вырӑнне пӗр илемлӗ ирхине Николай Артемьевич килсе ҫитрӗ. Чӑнах та, тепӗр минутранах усадьбӑпа ҫыран хушшинчи тӗмескесем ҫинче хохолӑн кӗрнеклӗ кӗлетки курӑнса кайрӗ, вара каҫхи шӑплӑхра таҫта ҫитиех унӑн сасси янӑраса кайрӗ: — Па-ны-чу-у-у! Ҫавӑн йышши машина пур — инкубатор ятлӑ, вӑл ҫав тери лайӑх чӗпӗсем кӑларать. Лешӗ малтан кутӑнлашрӗ, «капла эсӗ ман чӑхсене пурне те тӑлӑха хӑваратӑн!» — терӗ, кайран ҫапах иккӗмӗш автанне сутрӗ. Ывӑннӑ тата хырӑмӗ выҫнӑ Синопа вигвама чупса ҫитсе ашшӗпе юнашар ларнӑ. Кӳршисем ҫине тапӑнни ӑнӑҫсӑр пулсан, вӗсем каялла хӑйсен килне таврӑнаҫҫӗ, вара хӑйсен ҫиллине шӑнараймасӑр пӗр-пӗринпе ҫапӑҫса каяҫҫӗ. Эпӗ Тэчер судья патне васкарӑм. Ку паллӑ вӑл. — Пурпӗрех: ку урамран пӑрахса кайни те вилнипе пӗрех. Сывпуллашнӑ чухне арӑмне мӗн каланине пӗлейместӗп эпӗ, анчах та арӑмӗ, арки вӗҫӗсене тӗрлӗ тӗслӗ пуставсемпе эрешленӗ кӗрӗк тӑхӑннӑ, сарлака пиҫиххи ҫыхнӑскер, савӑнӑҫлӑн кулкаласа тӑрать. Пуҫне вӑл сарлака тир йӑрӑмӗсем пустарнӑ капор тӑхӑннӑ, ҫавӑнпах та ӗнтӗ унӑн пичӗ ялкӑшса тӑнӑ пек туйӑнать. Ҫур метрлӑ капор, темле шӑкӑр-макӑрсем ҫакса тултарнӑскер, капор айӗнче пӗчӗкҫӗ те ҫаврака питҫӑмарти — пӗр ҫаксене ҫеҫ куратӑп эпӗ сывпуллашнӑ чухне. Акӑ мӗншӗн унӑн чемпион ятне илме те тивӗҫ пулнӑ. Унӑн каҫпа сакӑр сехет ҫитсен тухса каймалла. Ҫав каҫ киле таврӑннӑ чухне Берсенева темле тӗлӗнмелле туйӑм пӑшӑрхантарчӗ: Еленӑна Инсаровпа паллаштарма пулнӑшӑн ӳкӗнмерӗ вӑл, хӑй ҫамрӑк болгар ҫинчен каласа панӑ сӑмахсем хӗре тарӑн шухӑша яни пӗтӗмпех вырӑнлӑ тесе шутларӗ… ара, хӑех вӑйлатмарӗ-и-ха вӑл Еленӑн шухӑш-кӑмӑлне! Эпӗ паллах, вуникӗ апостол ячӗсене пурне те пӗлетӗн ӗнтӗ. Ромашов сӳрӗктерех кулӑпа кулса илчӗ. Базаров старик тарӑннӑн сывлать, паҫӑрхинчен те ытларах куҫӗсене хӗсет. Декабрӗн 4-мӗшӗ Ҫӗр каҫах юр ҫурӗ. Ҫапах та ҫав бутылкӑсем — нушаран ҫеҫ. — Йывӑр мар, анчах эп юлашки пульӑна хӑвармарӑм… манса кайнӑ… Анчах ун патне пӗр сакӑр салтак чупса ҫитрӗҫ те пӑшал хуҫӑкне туртса илчӗҫ. — Эсир Иван атте ывӑлӗ-и? — тӗлӗнсе ыйтрӗ амӑшӗ. Апат хыҫҫӑн Берсеневпа тата Шубинпа пӗрле Елена сада тухрӗ; Гусев карт! хускалса илчӗ, — чӗр чун чашлатрӗ те мӗлкеленсе ҫухалчӗ. Боцман лайӑх тытса пыракан вельбот хӗрлӗ раксем вӗрлекен тӗлех ҫывхарчӗ. — Эх, хӗр!.. Начар пулӗ, — ӳпкелешсе каларӗ Лукашка, чарӑнса тата пуҫне сулласа. Кун пек «лаша» йывӑҫран тунӑ чи хитре лашаран, лашин урисем айӗнче пӗчӗк кустӑрмасем пулсан та, темиҫе хут лайӑхрах-ҫке. — Аннушка, кӑвакарчӑнӑм, ӑҫтан эсӗ? — Саламлас вырӑнне, Лена ҫак сӑмахсене кӑна калама пултарчӗ. Ачасен ҫуртӗнче мана хама кура килӗшетчӗ ӗнтӗ. — Ну вӑт, шӑпах ҫапла. Ҫапла, ҫак пӗчӗк, океанта палӑри-палӑрми утрав Дика ҫӗнӗрен вӑй кӗртсе, юмахри пек ҫунатлантарчӗ. Шхуна халӗ те тӑвӑл тетти ҫеҫ пулчӗ пулин те, малалла вӗсем чуххӑмӑн ишмерӗҫ. Анчах кирлӗ кунта вӗсем те кирлӗ пулнӑ. — Ӗҫ ӑнӑҫуллӑ пуласса шанатӑп, мана ярӑр ҫех, — тетӗп эпӗ, вӗриленсе кайса. Ӑтӑр йӗррисенчен ку пӗр вунӑ хут пысӑкрах пулни ҫинчен вӑл мансах кайнӑ. Сухалпа уссинчен пӑрне ирӗлтернӗ пек пулса, Миките нумайччен ним те каламасӑр тӑнӑ. Пит те тӗлӗнмелле тӗлӗк-ҫке! Ҫав ӗне тенине, хам пӗлнӗ пек, чӗччисенчен енчен енне турткалӑп, сӑвасса, йӗксӗке, сӑватӑпах! Мӗнешкел лайӑх ҫынсем, Ниловна! Ҫӑлтӑр ҫумӑрӗ ытарма ҫук илемлӗн курӑнать. Ҫӗр ҫине кашни ҫул мӗн чухлӗ метеорит ӳкет-ши? Анчах церемониаллӑ марш умӗн пурте ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗҫ. Анчах та ҫак ҫуркаланчӑк тумтире тата хӗҫпӑшала кирек кам та тума пултарайман пӗр паллӑ майпа ҫеҫ тӑхӑнса, ҫыхса тата ҫыпӑҫтарса лартаҫҫӗ; ҫак уйрӑмлӑх казакӑн е ту ҫыннин куҫне тӳрех курӑнать. Эсӗ, Зоя, ан кӳрен, эпӗ мӗн пурри ҫинчен калатӑп. Эпӗ ӑна, пӳтсӗр мӑн хырӑма, ирсӗр йӗкӗлтине ӑс вӗрентес тетӗп… Манран вӑл ҫеҫ мар мӑшкӑлласа кулать, пӗтӗм буфетри прислуга хуҫа арӑмӗн вӑйсӑрлӑхӗ ҫинчен пӗлсе тӑрать, повӑр пит-куҫне пӗркелесе калать. Кайранласа Джонатан Ламберт ятлӑ американец вӗсене колонизацилеме шухӑш тытнӑ. Малалла мӗн та-ха? Сасартӑк аякра, чи чӑтлӑхра, Пӑчӑр вӗрни илтӗнсе кайрӗ — ҫакнашкал вӗрме тискер кайӑка хӑвалакан йытӑ ҫеҫ пултарать: ҫинҫен, тӑсмаккӑн янӑраттарса та турткалашуллӑн, нӑйӑлтатса нӑйкӑшнӑ евӗр. Вӑл шутланӑ тӑрӑх, эпир калаҫма пултаракан чӗрчунсем пулса ҫуралма пултарнӑ пулсан, пирӗн пӗр-пӗрне тӗрлӗ япаласен паха енӗсем ҫинчен кӑна пӗлтермелле-мӗн. Ҫавӑнпа та пирӗнтен пӗри мӗн ҫуккине пур тесе ҫирӗплетсе парать пулсан, вара пирӗн калаҫу та юрӑхсӑра тухма пултарать, вара хӑй каласа паракан ҫын юлташӗн сӑмахӗсене ӑнланайми пулать имӗш. — А мӗн тума вара? — хирӗҫлерӗ лӑпкӑн кӑна Мак-Набс. Ҫав тери хытӑ кӳреннипе Артур хӑйӗн аллисене чӑмӑртарӗ. Паллах, Шаляпин — питӗ ӑста юрӑҫӑ. Паллах, Нижинский — ташӑсен королӗ. Пысӑк та самӑр, пӗтӗмпех шурӑ тӑхӑннӑ, ҫӳҫӗ-пуҫӗ сапаланса кайнӑскер, шыҫса кайнӑ тӗксӗм сӑнлӑскер, вӑл халь хӑрушӑ пекех пулнӑ. Вӗсем ним чӗнмесӗр пычӗҫ, лаша ури сассисем анчах илтӗнчӗҫ. Ама ехусен шӑтӑкӗ пысӑкрах, кунта ама ехусӗр пуҫне унӑн икӗ е виҫӗ ачи пурӑнма пултарать. Ку шухӑш мана питӗ вӑйлӑ хурлантаратчӗ. Приборсенчен пирӗн ҫаксем пур: 1) Ҫӗр градуслӑ термометр, унӑн шкали 150 градуслӑ. Ашшӗ-амӑш хистенине пула, вӑтаннипе тата хӑранипе, хӗр хӑй сӑмах пани пирки ӑна калама хаю ҫитереймен те ҫаплипех качча тухнӑ. «Эсӗ, — тетчӗ атте, — ӗмӗр-ӗмӗр вӗренӗн те, сана эпир ун пек хӑҫан кӗтсе илейӗпӗр-ха?» — Ах, мӗн чул кирлӗ!.. Анчах мана пӑхӑнса тӑмаҫҫӗ вӗсем. Тухтӑр тем каласшӑнччӗ:— Енчен эсир, Леви Билл, малтанах хулара пулнӑ пулсан, — пуҫларӗ вӑл хӑйӗн сӑмахне. Унта контрабанда та пулкалать. Вӑл ҫав пӳлӗмрен тухса кайнӑранпа эпӗ ӑна пӗрре те курман, нихҫан та. Эпир сире ҫапӑҫмасӑрах лапчӑтса хурӑпӑр — эпир, пӗтӗм ӗҫхалӑхӗ, ҫӗкленсе тӑрсан! Андрей траншейӑран пуҫне кӑларса пӑхасшӑнччӗ, анчах иккӗмӗш взрыв илтӗнсе кайрӗ, унтан вара виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш… Малтанах Андрее пулӑшма чупса пынӑ Умрихинпа Петро Семиглаз, Осип Чернышевпа Ковальчук хӑйсен гранатисене танк ҫинелле ывӑта-ывӑта ячӗҫ иккен. Ку ӗҫ 1861-мӗш ҫулта пулчӗ. Тепӗр ҫулта та, 1862 ҫулхи май уйӑхчен, унӑн хыпарӗсем пӗрмаях ҫитсе тӑратчӗҫ, анчах 1862 ҫулхи июнь уйӑхӗнче Кальяоран тухса кайнӑ хыҫҫӑн, Британи ҫинчен урӑх никам та пӗр сӑмах илтмен, суту-илӳпе тинӗс ҫӳревӗсем ҫинчен ҫырса тӑракан хаҫат та ун пирки пӗр сӑмах калама пӗлмерӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл: сана вырӑн кӗҫех сарса параҫҫӗ, эпӗ халех таврӑнатӑп, тесе каларӗ те Любовь Сергеевна патне кайрӗ. Хама ҫыхса лартнӑ пек пурӑнтӑм. Ҫурҫӗр енчен ӑна Лӑпкӑ океан ҫуса тӑрать. Кондрат, сӗреке куҫӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн тытса пӑхнӑ пек, хӑйӗн иртнӗ пурнӑҫӗнче мӗн-мӗн пулнисене умлӑн-хыҫлӑн аса илсе выртать. Вӑл хӑй каласа панисенчен нумайӑшне эпӗ ҫырса пыма ӗлкӗрейменччӗ. Тата тӑватӑ ҫул хушшинче вӗсенчен нумайӑшне манса та кайнӑччӗ. — Ну, тусӑмсем, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн, пуҫне ҫӗклесе, хӑвӑрттӑн тухакан темлерех саспа, унашкал сасӑпа аван мар япаласем ҫинчен тата вӗсене сӳтсе явма кая юлнӑ пулсан калаҫаҫҫӗ, — эпӗ Авдотья Васильевнӑна качча илесси ҫинчен эсир пӗлетӗр пулӗ тесе шутлатӑп. — Пурсӑмӑр та Шлейферша патне каятпӑр. Вӗсем «учителӗн» хӗрӳллӗ сӑмахне тем пекех итлесшӗнччӗ, кӗрсе тухмассерен вара хӑйсен кӑмӑлӗсем уҫӑлчӗҫ, сӑнарӗсем ҫуталчӗҫ. Патак ҫакнашкал выртать пулсан, эс ун урлӑ ан каҫ, е пӑрӑнса ирт, е ак ҫапла ҫул ҫинчен сирсе ывӑт, — «Ашшӗне, ывӑлне тата таса сывлӑшне», — тесе кӗлӗ вула та ут эс хӑвӑн ҫулупа. Ӳсӗретӗн-и? Маша йӗрсе ячӗ… — Мӗнле сӑмах? — ыйтнӑ Резников. Ӑна курма юрать-и? Ҫӗрӗпе каннӑ, халӗ ҫунатланнӑ ҫил йӗплӗ хулӑ ҫырминчен шӑпчӑксен янравлӑ юррине илсе ҫитерчӗ. Кукушкин ӗҫре питӗ пултаруллӑ ҫын, вӑл катка-пичке тата кӑмакасем тӑвать, хурт-хӑмӑр ӗҫне пӗлет, хӗрарӑмсене чӑх-чӗп ӗрчетме вӗрентет, платник ӗҫне пит ӑста тӑвать, вӑл тӑрмашарах, кахалтарах ӗҫлет пулин те, унӑн пурте ӑнӑҫлӑ пулса пырать. Артур пуҫне тата аяларах усрӗ. — Индеецӑн чӑн сӑмахӗ, куҫа курӑнни мар! — тетӗп. — Ҫапас тетӗн-и? Пире кӑларса яма килӗшмесен, эпир ачасене замокӑн иккӗмӗш хутне, тимӗр пичкисемпе улӑм тултарнӑ мачча хушшине вырнаҫтаратпӑр та, тимӗр алӑка питӗрсе хуратпӑр. Вӑл кӗрхи ҫанталӑк ҫаратса хӑварнӑ улмуҫҫисене пӑхма тухнӑ мӗн; вӗсем пӗр ватӑ садовникпа пӗрле улмуҫҫисене пит те ачашшӑн тыткаласа улӑмпа чӗркеҫҫӗ. — Кама кӑмӑла кайӗ кирпӗч ҫеҫ пулма? — сӗврӗккӗн каласа хунӑ Фома. Манӑн ватӑ кӗсрене куратӑн-и? Вӑл вара ӑна, Антипа, хӗсӗрлеме тытӑнчӗ. — Куратӑр-и? — терӗ вӑл Волошин майор еннелле пӑхса. Паллах ӗнтӗ, ку сӑмахсене вӑл юриех тӗмӗсем хушшинчен пӑхкаласа тӑракан салтаксем те илтчӗр, тесе, хытӑрах каларӗ. Кирек мӗнле киревсӗр ҫын та, шыраса пӑхсан, мӗн енчен те пулин хӑйӗнчен киревсӗртерех ҫынна тупма пултарать, ҫавӑнпа унӑн мухтанма, хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ пулма сӑлтав пур. — Пӗлетӗп-ҫке. Генеральнӑй штаб офицерӗн репутацийӗ пӗр кӑлтӑксӑр пулмалла-ҫке-ха. Его величество ман пирки иккӗленсе тӑма та хатӗр-мӗн: вӑл эпӗ хама голландец пулатӑп тенине те ӗненесшӗн мар, вӑл мана христос тӗнне ӗненекен ҫын вырӑнне шутлама та хатӗр-мӗн. Вӗсем пурте хӑйсем пултарнӑ таран хӗҫ-пӑшалланса ҫитнӗ. — Ҫав тери лайӑх мар япала вӑл укҫа тени! Акӑ правительство пӗлтерӗвӗн юлашки тӑватӑ йӗрки. — Вилтӑпри ҫумӗнче ларакан хурамасем хыҫне. — Камсем пулатӑр вара эсир? Вара Тернер та путать. Ҫакӑншӑн хӑйсӗр пуҫне никам та айӑплӑ пулмасть. Ҫакӑн пек ҫын пулнӑ ӗнтӗ Симурден. Унӑн пичӗ, сӑмсин пӗр пайӗ тата куҫ айӗ шыҫӑнса кайнӑ, кӑвакара пуҫланӑ — ҫакӑ мана пуринчен те ытларах тӗлӗнтерсе ӑнран ячӗ. 1772-мӗш ҫулта вӗсен тӗп хулинче пӑлхану пулса иртнӗ. Ватлӑхра мана артистра вӗлерччӗр-и е манӑн ӳтри пӗр-пӗр члена пӑрса лартчӑр-и — пуҫ тайсах тав тӑватӑп! Юрать-ха, хам куҫпа хам куртӑм, малашне валли ӑс. Оленин ҫине казаксем ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ. Пурте лашисем ҫине утланса малалла кайсан, Оленин хорунжий патне пычӗ те мӗн пулни ҫинчен ыйтма пуҫларӗ, анчах хорунжий, ахаль чухне ӑшӑ кӑмӑллӑскер, халь ун ҫине питӗ ҫӳлтен пӑхрӗ. Ҫӑкӑр, кӑвас, сухан; вӑл пурӑнать, сывах, чирлӗ те мар. Апрелӗн 27-мӗшӗнче Бангвеулу кӳллине хӗвелтухӑҫ енчен иртсе, вӑл Читамбо ялнелле ҫул тытнӑ. — Апла, эппин, мана кӑларса ывӑтмалла? Эпӗ тӑратӑп та, урасене ҫӳле хӑпартса, кресло ҫине канлӗн вырнаҫатӑп. Вара унра, Лосьра, пӗтӗмпех чӗтренсе кисренет. Анчах чура суту-илӗвне пачах чарнӑ вӑхӑт ҫитет пулӗ тесе хӑратӑп эпӗ. Кораблев тутине ҫыртрӗ, ҫаврӑнса пӑхрӗ те мана хулпуҫҫийӗмрен тытрӗ. Катя ӗлӗкхи пекех, ҫивӗттунине пуҫ тавра ҫавӑрса ҫыхнӑ, ҫамкине витекен ҫӳҫ пайӑрки ҫаврӑмне ун ҫинчен шухӑшламассерен асӑма илеттӗм вара. Пур! Эпӗ сире кӑшт кӑна та пулсан пулӑшма пултарӑттӑм. Манӑн, паллах, пуян пурӑннӑ чухне аҫа йытта кӑкарнӑ кивӗ сӑнчӑрсӑр пуҫне урӑх ниепле сӑнчӑр та ҫук, анчах карчӑк пур, ку, манӑн тӑванӑмсем, темле сӑнчӑртан та, каторгӑри тӑлӑран та япӑхрах… Ӑҫтан пулӑшу кӗтет-ха вӑл? — Ҫаплах, ара. Профессор ҫав паллӑсем ҫине темиҫе минут тинкерсе пӑхса ларчӗ те, унтан куҫлӑхне ҫӳлерех шутарса лартса: — Ку рунӑ ҫырӑвӗсем; ку паллӑсем Снорро алҫырӑвӗнчи евӗрлех. Вӑл кушетка ҫине ӳкрӗ, эпӗ суранлатнӑ куҫӗсене аллипе тытса, ман ҫине пӑхрӗ. Унтан кибитка ӑшне ларчӗ те Бердӑна ҫул тытма хушрӗ. Акӑ иртнӗ эрнере эпӗ, ним чухлӗ те хускалмасӑр выртрӑм, хӑш чухне сехет хушшинче те пӗр хускану тумарӑм. — Мӗнле ҫын вара ҫав старик? — ыйтрӗ Бойчо. Е куҫӑрсем хупӑнса ларчӗҫ-и? Пукан ҫинчен яшт! сиксе тӑчӗ те мана намӑс сӑмахсемпе хӑртса пӗтерчӗ! Арпашӑнса кайнӑ нимӗҫсен цепӗсем выртнӑ ҫӗрте вара, уҫӑ вырӑнта, пӑшал сассисем кӗрӗслетме пуҫларӗҫ, гранатӑсем хаплатса ҫурӑлма тытӑнчӗҫ… Унтан вара каллех пирӗн батарейӑсем кӗрӗслеттерме тытӑнчӗҫ. — Сирӗн эрех ҫук-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ хыттӑн. Халь ҫеҫ пурӑнӑҫа, ҫумӑра, сивве кичеммӗн ӳпкелене йывӑр та салху ҫынсем ҫакӑн пек хаваслӑн, ҫӑмӑллӑн та ӑнӑҫлӑн ӗҫленине ӗненме питех те хӗн. Тата акӑ мӗн, юлташ старший сержант; фронтра аслисене итлес пулать. Анчах усадьбӑн яланхилле ырӑ та кичем тӗттӗмлӗхре, темӗнле тӗтреллӗ, ачашласа ыйӑха яракан, чуна лӑплантаракан шухӑшсем ҫуратса, ватӑ садӑн пӑшӑлти ҫепӗҫлӗхӗпе ҫеҫ шавласа тӑнӑ. Шанатӑп эпӗ, ку ӗҫпе ытлашшиех нимӗн те пулмасть пулӗ. Комисси сана айӑпсӑр тесе йышӑнмалла пек. — Ыран ирхине. Ҫын трап патне сиксе ӳкрӗ те, аллинчи ганшпугне хатӗр тытса, ватӑ пассажиртан темиҫе утӑмра чарӑнса тӑчӗ. «Пансем-тӑвансем, мана та сӑмах калама черет ҫитрӗ», тесе пуҫларӗ вӑл: «итлӗр-ха, ачасем, ват ҫынна. Хамӑрӑн Совет председателӗ, хӗрлӗ партизан Разметнов юлташ ахаль чухнехи пек каласан Андрюшка, хӑй мана ҫылӑха кӗртсе ячӗ, мур илесшӗ! «Аках, Яков Лукич, — тетчӗ вара, — мӗн вӑй ҫитнӗ таран, хӑв мӗн пултарнӑ чухлӗ ак, совет влаҫне пулӑш, ӑна халӗ тырӑ питех те кирлӗ», тетчӗ. Урса кайнӑ ҫынсем, вагон ҫине лартакан комисси тӑваттӑмӗш номер ҫине панӑ билетсемпе ӑна сӑмсинчен тӗрте-тӗрте, хӗстерсе пыраҫҫӗ. — Хӑвӑра демократи тесе шутлассинчен сире турӑ сыхлатӑр, — терӗ шӳтлесе Гаррис. Эсех-ши вара ку? Ӳсӗр ҫын пекех йӗркене пӑхӑнманскер, вӑл апат ҫимелли сӗтел хушшине хуҫисенчен малтан ларнӑ, ҫӗҫӗсемпе вилкӑсене ҫӑтӑр-ҫатӑр тытса пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна хунӑ, ҫиессе хӑвӑрт, тирпейсӗр, вӗрилле, ӳсӗре-ӳсӗре ҫинӗ; вӑл ҫынта, Алексейри пекех, темле сиккелекен, ытлашши хаяр япала пулнӑ пек курӑннӑ. Полякла шут туни-и? — кӑмӑлсӑррӑн йӑл кулса ыйтрӗ Половцев. Том тута хӗррине ҫӳлелле ҫӗклентерсе пушӑ вырӑнне кӑтартрӗ. — Мӗншӗн тесен ҫӗнӗ чӗре ӳсет, савнӑ чунӑмҫӑм ненько, — пурнӑҫра ҫӗнӗ чӗре ӳсет. Пурте пуҫӗсене хӗрес енне ҫавӑрчӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ, вара кулса ячӗҫ; хӑранишӗн аван мар пек пулса кайрӗ вӗсене. Тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах ҫуран е лашапа мӑнастире ҫылӑх каҫаракан патне каймалла та тепӗр хут ҫылӑх каҫарттармалла, — ҫак шухӑш мана майӗпен лӑплантарчӗ. Эпӗ сывӑ мар… Ҫак аслӑ философ ҫутҫанталӑк ҫинчен вӗрентсе каланинче хӑй йӑнӑш тухнине чӗреренех уҫҫӑн йышӑнчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн вӗрентӗвӗнчи нумай вырӑнсене пулма пултарать тенипе ҫирӗплетсе панӑ пулнӑ. Вӑл мана итлес ҫук. Рендич ӗнсине хыҫкаларӗ. — Эпир хамӑр та куҫлӑ. Канашлу пӗтрӗ те, еврейка, ассӑн сывласа, комодне уҫрӗ, симӗс тӗслӗ пусма татки ӑшӗнчен ыраш ҫӑнӑхӗнчен пӗҫернӗ чӗре евӗрлӗ пысӑк пӗремӗк кӑларчӗ. Анчах эп палларӑм ӑна. «Шӑрпӑк пекех, — чар-р! чӗрӗлчӗ те — сӳнсе ларчӗ! — Сирӗн патӑртан Мускав инҫетре-и? Е эсир мана: турра ӗненмен ҫын йӗркеллӗ ҫын пулма пултараймасть, тесе ӗне-нетересшӗн-и? Манӑн хумханакан шухӑшлӑ пуҫӑмра Грамбург хули, Король урамӗнчи ҫурт, хамӑн мӗскӗн Гретхен, манран таҫта ҫӳлте тӑракан тӗнче, питех те хӑвӑрттӑн аса килсе куҫ умӗнчи пекех иртеҫҫӗ. Ҫын Павела уринчен пуҫласа пуҫне ҫитичченех йӗрӗнсе пӑхса илчӗ. Марко ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫав минутра вӑл хӗрӗ уншӑн куҫ шӑрҫи, турӑсен турри, пӗтӗм пуянлӑхӗ, чи ҫывӑх ҫынни пулнине туйса илчӗ. Унӑн вара кӑмӑлӗ пушшех те хуҫӑлчӗ. Вӑл утса пынӑ чух, ковёр ун ури сассине хуплайман, япалисем вара унӑн сюртукӗ ҫумне сӑрӑнсах тӑнӑ, чӗтрене-чӗтрене юлнӑ, ҫӗре персе аннӑ. — Этемлӗх йӑхӗ пӗтет-и? — Каҫ та вара… — пӑшӑлтатать Гусев, — тӗлӗкри пек. Шеллерӗ ӗнтӗ, урӑхла каласан… Нагульнов наган кӗпҫине аялалла усса, кӑшкӑрса каларӗ: — Саланӑр!.. — Асту эсӗ, ҫынсем умне ҫара пакартан ан тух. — Лайӑх ҫыншӑн эпӗ яланах лайӑх, — уҫӑмсӑррӑн ответлерӗ вӑл, ҫирӗппӗн малалла ертсе пынӑ май. Пулнӑччӗ те ырӑ вӑхӑтсем — иртрӗҫ ҫав. Кӗтӗвӗпех ҫак лачакара путнӑ-и? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Акӑ ӗнтӗ тинӗс те юнашарах, анчах вӑл та ҫухалма пултарать иккен. — Мӗн мур шӳтлесе унта! Сирӗн шухӑш тата, Мак-Набс? Сирӗн черет, Сергей Николаевич. Сергей Николаевич, шурӑ сӑнлӑ чӑмӑркка этем, малтан хуҫа ҫинелле, унтан маччаналла пӑхрӗ. «Манӑн пирвайхи юрату пулман, — терӗ вӑл юлашкинчен, — эпӗ тӳрех иккӗмӗшӗнчен пуҫларӑм». Ҫав шӑв-шавлӑ ушкӑна тиенӗ пӑрахут ҫыран хӗрринчен каялла тапранса шыв тӑрӑх кайсан, капитансӑр пуҫне урӑх никам та вӑхӑт ахалех иртнишӗн кулянакан пулман. Пӗр самантлӑха вӑл ӗлӗкхи Ромашках пулса тӑчӗ, ҫав материалсене ӑна каласа парсан, хӑйне миҫе процент усӑ пулассине шутланӑ пек курӑнчӗ вӑл. Эсир ӑна питех те аван пӗлетӗр, ҫӳллӗ, сухалне хырнӑ ҫамрӑк ҫын. Пӗлӗте юнпа сирпӗтсе пӗтерӗҫ, юнпа исленнӗ ҫӗр супӑнь пек кӑпӑкланӗ… — Атя, Лу! Унта вӑл пысӑк чул купи асӑрхарӗ, тӗлӗнсех кайрӗ. Ҫын тивӗҫлӗхӗ! Эпӗ аптӑрарӑм. — Европӑра хӗлле тӑнӑ чухне кунта, Австралинче, тепӗр полушаринче, ҫулталӑкӑн мӗнле вӑхӑчӗ? Таптаса лапчӑтнӑ ӑман евӗр тусан ӑшӗнче авкаланса йӑваланни — мӗскӗнленни кӑна мар-ши вӑл; ҫӗнтерӳҫӗ йӗнерӗн пускӑчинчен тытса хӑвӑн пурнӑҫун мӗскӗн кун-ҫулӑн юлашкине ыйтса тархаслани чӑн-чӑн шиклӗхпе иккӗленӳ мар-и вӑл? Ырра-и ку? Фома, сӗтел ҫине чавсаланса, тимлӗн итлесе ларнӑ, ашшӗн хӑватлӑ сассин ҫемми май, унӑн пуҫӗнче пӗрре — пӗрене чутлакан платник сӑнарланнӑ, тепре — хӑй, Фома: аллисене асӑрхануллӑн тӑсса, чӗтревлӗ ҫӗр тӑрӑх темле чӗрӗ те пысӑк япала патне шӑвӑнса пыракан, ҫав хӑрушӑ япалана ярса тытма хӑтланакан Фома… Вара киле ҫитиччен иккӗш те чӗнмесӗр пычӗҫ. — Тархасшӑн, ыйтусем парса ан тӑр! — мӑкӑртатрӗ Макар, хӑйӗн вӑрӑм пӳрнисем ҫинчи чӗрнисене ҫав тери тимлӗн тишкерсе пӑхса. Цивилизаци ҫути вӑхӑтлӑха сӳннӗ. Ҫак савӑнӑҫ ҫинчен мӗнле сӑмахсемпе ҫырса кӑтартмалла-ши? Халӗ ӗнтӗ пурте похода каясшӑн пулчӗҫ, ваттисем те, ҫамрӑккисем те — пурте старшинасем, куреннӑйсем тата кошевой сӗннипе, запорожецсен пӗтӗм ҫарӗ ирӗк панипе тӳрех Польша ҫине кайса мӗнпур тискерлӗхшӗн, тӗнпе козак чысӗнчен мӑшкӑланӑшӑн тавӑрма, хуласенче пуянлӑх пуҫтарма, ялсемпе тырӑ пуссисене ҫунтарма, ҫеҫенхир тӑрӑх хӑйсем ҫинчен инҫене ят сарма сӑмах пачӗҫ. — Ан манӑр, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна. Каҫ пулса ҫитнӗ ҫӗре ҫирӗм пилӗк миль кайсан, отряд Шурӑ кӳлӗн хӗррине ҫитсе канма чарӑнчӗ. Пӑхӑрӑн ҫивӗч сасси янраса кайнӑ сасартӑк Иерусалим ҫийӗн. — Полици, полици, — лӑплантарчӗ те Митя мӗншӗн ун пек пулнине ӑнлантарчӗ: — Аван мар вӗт-ха: нациллӗ хавхалану пырать, ҫавӑнтах — тупӑк хумалли урапа! Хамӑр ҫитмелли чи ҫывӑх станци Ҫӗнӗ Щеляччӗ, унта ҫитме тата ҫирӗм километра яхӑн. Вӑл ӗнтӗ мулкач хӑйне курсан тӳрех тапса сикет пуль, тесе шутланӑччӗ, анчах мулкач тапса сикме шухӑшламарӗ, чӗтрекелесе пӑчӑртанса илчӗ ҫеҫ. Ой! Эпир унпа яланах лайӑх пурӑннӑ, анчах халӗ вӑл мана темшӗн ҫилленнӗ курӑнать. Вӑл аптӑранипе Джо Гарпер патне ҫул тытрӗ, анчах лешӗ евангели вӗренсе ларать, тунсӑхлӑ Том ку кичем вырӑнтан часрах пӑрӑнса кайма шут турӗ. — Ах! — йынӑшса ячӗ виҫҫӗмӗшӗ. «Куратӑн-и, Маша, — маччаналла тӗллесе яланах калать Гусев, — еплерех хаваслӑ хӗрарӑм, кӑпӑш ӳтлӗ, ултӑ ачаллӑ, вӑт ку — хӗра-арӑм!» Эпӗ ҫав пысӑк слонсене куратӑп, вӗсен хобочӗсем йывӑҫсем хушшинче ҫӗлен пек авкаланаҫҫӗ, хӑйсен вӑрӑм асав шӑлӗсемпе ватӑ йывӑҫсене шӑтараҫҫӗ. Эсӗ сылтӑмалла каятӑн, эпӗ — сулахаялла. Эхер пулсан та, ҫапах эпӗ тӗрӗс калатӑп, — хушса хутӑм эпӗ хама хам кӑмӑллӑ пулнӑран ирӗксӗрех йӑл кулса. — Ку… шухӑшласа кӑларнӑ япала-и? — чеен ыйтрӗ Малевский. Эпӗ ҫапла турӑм та, урӑхла каласан, хам ирӗкпе экуираци турӑм. Ҫав вӑхӑтрах ун умӗнче, ним хускалман мӗлке пек, сайра мӑйӑхлӑ сарӑхнӑ сӑн-пит тӑчӗ, вӑл хӗсӗк куҫӗпе киленсе пӑхса тӑнӑн туйӑнчӗ. Коридор кӗтессинчен пӗрремӗш мундир курӑнчӗ. Лавсем пристаньтен инҫе мар пасар евӗрлӗ вырӑна ҫитсе чарӑнчӗҫ. Унтан эсӗ килетӗн те мана вӑл ҫав вӑрӑ-хурахсен шайккинчен пулни ҫинчен калатӑн. — Сӑмах паратӑр-и эсир? Вӑл ӑна юратать, лешӗ те ӑна юратать — ку тӗрӗс. — Кала, мӗншӗн апла? — ыйтрӗ Женя. — Анчах мӗн пирки вӗсен харкашу тухса кайнӑ-ха? — тесе ыйтнӑ Генкок. Пӗлӗтсен куҫа шартаракан шупка хӗрлӗ капламӗсем хӗвел тухӑҫӗнчен анӑҫалла арланӑ ҫип ленкерӗ пек ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Унтан тӗкӗр ҫинче хӑйне курчӗ; ҫурма хупӑ, ҫурма уҫӑ куҫӗсемпе, вӑрттӑн кулса тӑракан тутипе хыҫалалла каҫӑртса хунӑ пуҫӗ ҫак самантра ӑна тӗмескере, хӑйне иментерекене кӑтартса тӑнӑн курӑнчӗ… Ку вӑл ҫав тери хытӑ асапланнипе вилес умӗн персе тухнӑ тар пулнӑ… Унӑн ҫывлӑхӗ чакни те курӑнсах каймасть-ха тата. Чиркӳ «ашшӗсем» Галилее хӑйне те хӗсӗрлеме тытӑннӑ. Ӑна хӑйне полици лере, Керчьре, вӗлерчӗ, анчах та ку — нимех те мар! Эпӗ Канаш Ҫуртне хупӑрласа илнӗ. Пӗлейместӗп, тен тухтӑр юлашки сӑмахӗсене тӗрӗсех те куҫарайман пулӗ. Эпӗ шурӑ хута тата вӗрентме пуҫланине кура питех хӗпӗртесе карӑм, анчах хутпа инструментсене тем вырӑннех хурса хисепленипе хӑраса, нимне ӑнланаймасӑр пӑхса тӑратӑп. Сирӗн мана урана эмеллеме укҫа парас пулать. Эпӗ аптранипе Лилипутие аса илтӗм. Ку ҫӗршыв ҫыннисем ман ҫине тӗнчери калама ҫук тӗлӗнмелле япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗҫ. Тахӑшӗ хӑраса:— Пӑх-ха эс ӑна, тискер кайӑк ҫури пекех… — терӗ. Ҫичӗ ҫул хушшинче вӑл пурне те тарӑхтарса ҫитернӗ… — Мӗншӗн? Тепӗр каҫхине вӑл, пӗр бурсаксен ҫеҫ пулма пултаракан хӑюлӑхпа, тӗкме карта урлӑ сиксе каҫса сада кӗчӗ те тӑррипе пӳрт ҫивитти еннелле усӑнса тӑракан йывӑҫ ҫине хӑпарса кайрӗ, йывӑҫ ҫинчен вӑл пӳрт ҫивитти ҫине анчӗ, вара камин мӑрйи витӗр кӗрсе тӳрех хитре хӗрачан ҫывӑрмалли пӳлӗмне тухрӗ. Алексей хӑйӗн тусӗсем кун чухлӗ пуласса нихҫан та шутламан. Ӑна Сашенька тесе чӗнеҫҫӗ. Перрон тӑрӑх вӗсем патнелле Жаркий Дубава тата жакеткине хулпуҫҫи ҫине сӳрӗккӗн уртса янӑ, ҫинҫе пӳрнисем хушшинче сӳннӗ пирусне хӗстернӗ Анна Борхарт пыраҫҫӗ. Эппин — сывлӑш пурнӑҫшӑн юрӑхлӑ. — Ҫапла, чӑнах та аван, — терӗм эпӗ, вырӑн ҫинчен ҫӗкленсе. «Мӗскер тумалла-ши?» Акӑ Плутонпа Флоринда килеҫҫӗ, вӗсем сирӗн валли темскер илсе килеҫҫӗ, ҫавӑ сирӗншӗн, ман пек мар, савӑнӑҫлӑрах кампани пулӗ. Ашшӗ ӑна ӗҫ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, анчах хӑй часах хӗрӗ станоксем ҫине мар, хӑйӗн умнелле пӑхса пынине асӑрхаса, калаҫма чарӑнчӗ, хӑйӗн чӑрмавлӑ та кӑткӑс ӗҫӗ ҫине хӗрӗ сӳрӗккӗн пӑхни ӑна кӳрентерчӗ. Мӗн тӑваҫҫӗ вӗсем унта? — кӑшкӑрнӑ Фома. Мӗн тума кирлӗ вӑл сана? — Тен, манӑн Шырланпуҫран каймалла мар-и? — хӑйи-хӑйми ыйтрӗ Давыдов. Ун чухне эсир мӗн пӗлнине кайса каласа парӑр: ан тив, ҫав шульӑксене тӗрмене хупса лартчӑр. Тусен хӗрринче эпӗ пысӑк кӗтӳ куртӑм та тӳрех унталла кайрӑм. Лось ӑна хул айӗнчен ҫӗклесе тӑратма хӑтланчӗ, анчах Гусевӑн кӗлетки сывлӑш тултарнӑ хӑмпӑ пек ҫакӑнса тӑрать. Тепӗр чухне ӑна темиҫе ҫын тытса чарма пултараймарӗҫ. Эп мӗн каланине илтетӗн-и эсӗ? — Мана Мускава чӗнтермелле, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен, апла тумасан, мана комисси тыла ярать. Ак, эс Лукашкӑна качча кай-ха, вара савӑнасси пуҫна та кӗмӗ, ачасем ҫуралӗҫ, ӗҫӗ-хӗлӗ пуҫланӗ. Малти сылтӑм кустӑрма аран-аран тытӑнса тӑрать пулин те, вӑл тӗлӗнмелле кулӑшла ҫавӑрӑнса пырать пулин те, эпир чӑнах та салана ҫитрӗмӗр. Пӗшкӗнсе, алӑсемпе чӗркуҫҫисем ҫине тайӑнса, эпӗ чӳрече витӗр пӑхатӑп; чӗнтӗрлӗ чаршав витӗр эпӗ тӑваткал шӑтӑк пек пӳлӗме куратӑп, унӑн стенисене сенкер абажур айӗнче тӑракан пӗчӗк лампа ҫутатать. Халӗ ӗнтӗ пире Австралин ҫыранне ҫитсе хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗнче «Британи» ҫӗмрӗкӗсене тупасси кӑна юлать. — Ним те мар, эпӗ саншӑн — хӗр мар, эпӗ качча каймалли хӗр мар вӗт… Ҫумӑр ҫӑватчӗ. Рыбин ун ҫине куҫне хӗссе пӑхса илчӗ, унтан сассине пусарса:— Ефим, эсӗ кай-ха ун патне, — кала, каҫ пулнӑ вӑхӑта килтӗр вӑл, — акӑ мӗн, — терӗ. Пуласлӑх? Овсяников пуҫне сулласа илчӗ. Эс ӑҫта каясшӑн? Унӑн хӑйӗн те ҫак самантра сиксе тӑрас, ӑҫталла та пулин тарас килчӗ (ҫӗрлехи бомбёжкӑсем вӑхӑтӗнче яланах ҫапла пулать), анчах та вӑл хӑйне хӑй вӑйпах чарса выртрӗ. Эпӗ хӑрушла калатӑп та, эсӗ тата хӑрушӑрах тавӑратӑн. Ку вӑл тухтӑр ненецсенчен Ванокӑн ӑҫтине ыйтса тӑрать. — Ӑҫта-ши вӑл? — ыйтрӗ тахӑшӗ. Миссис Бертон, Артур амӑшӗ, калама ҫук ырӑ хӗрарӑмчӗ, ун пеккине эпӗ нихҫан та курман. — 5-мӗш ҫӑмӑл батарейӑна командировать туса янӑ 2-мӗш Козельцов прапорщик, — терӗ Володя, пӳлӗме кӗнӗ май. Ку сӑмаха вӑл малтанах вӗренсе хунӑ пулнӑ. Картина ҫинчи кӗрен пиншак тӑхӑннӑ хӑюллӑ тореадор пӗтӗм вӑйпа малалла талпӑнакан урнӑ вӑкӑр мӑйракине ҫиппе йӑлланӑ та, пӗр аллипе ӑна тытса тӑрать, тепринпе, тирпейсӗррӗн хӗҫӗ ҫине тайӑннӑ. Уласа, йынӑшса, пӗлӗтелле шӑтарса кӗрет йывӑр снаряд. Вӑл завод леш енчи ҫул ҫине ӳкнӗ, пӗчӗк йывӑҫ тӗмӗсене кӑвак тӗтӗмпе хупларӗ. — Эпӗ те ҫапла пуль тетӗп, — терӗ Айртон. — Ҫу тата тикӗт пӗчӗккӗн суткалатпӑр… Ҫамрӑк креолкӑна ҫакӑн пек туйӑннӑ: мексиканец хӗрӗн ҫавӑн пек пахалӑхӗсем лӑпах ӗнтӗ арҫын пуҫне ҫавӑрма кирлӗ, Морис Джеральд та ку шутран тухас ҫук пулӗ, тенӗ вӑл. Сиккипе килсе, вӑл учӗ ҫинчен анчӗ те чӗлпӗрне чалӑш куҫлине тыттарчӗ, Викентий енне ҫаврӑнса, салхуллӑн ҫапла каласа хучӗ: — Хуларан начар хыпарпа таврӑнтӑм. Эпӗ час-часах шухӑшлаттӑм: мӗншӗн Григорий Шишкин — хуҫийӗ, Хумма Тучков — тарҫи? — теттӗм. Авдотья Самсоновна патӗнче хӑнасем пур», — тесе кӑшкӑрса юлнӑ ун хыҫӗнчен хӗрарӑм чура. — Эсӗ ӑҫта каятӑн, анне? — ыйтрӗ унтан кухньӑра чашӑк-тирӗк ҫуса тӑракан аслӑ хӗрӗ Валя, таҫта канма пуҫтарӑннӑ амӑшне курса. Доктор пичетсене сыхланса уҫрӗ, вара сӗтел ҫине темӗнле утравӑн широтапа долготана, ҫыран ҫывӑхӗнче тинӗс тарӑнӑшне, сӑртсен, заливсен, мыссен ячӗсене палӑртнӑ карта тухса ӳкрӗ. Пӗтӗмпе илсен кунта, ҫитсе курман утрав патне пӗр хӑрамасӑр пырса якорь янӑ чух кирлисем пурте пур. Ара мӗн эсӗ ман ҫума ҫулӑхатӑн-ха, Ҫемен? Чӑнах, ара… чӑнах-чӑнах. Тен, эпӗ хам та хам мар пуль. Ку ҫул ҫинче вӗсен кашни кун тенӗ пекех шыв хӗрринче пурӑнакан йӑхсем тапӑннине сирсе пымалла пулнӑ. Вӑл часах каялла тухрӗ те, иксӗмӗр вара пӗрене ҫине кайса ларса калаҫрӑмӑр. Туршӑн та, орлянкӑран пуҫларӑм та, вуҫех пӗтрӗм. Анне мана ку ӗҫ начарпа пӗтесси ҫинчен калатчӗ, чӑн та вӑл калани тӗрӗсе килчӗ. Вӑл, мана докторпа калаҫтармасан урӑхла май ҫукки ҫинчен пӗлтерсе, вӗсене ухмахсем, терӗ, сӑмсисенчен картӑпа тӗксе, мула шырама тытӑнас кун ҫитсен вӗсем нивушлӗ договора пӑсасшӑн? — тесе ыйтрӗ. — Ҫук, ку пӗрремӗш хут, эпӗ ҫакӑншӑн питӗ хавас. Эпӗ те сирӗнпе уҫҫӑн калаҫасшӑн. Унтан тӗрӗс ҫырассипе вуласси хушшинче ҫапӑҫу пулса иртрӗ. Эпӗ хам айӑпа кӗнин йӗрӗсене пытарма хӑтланса, кухня тӑрӑх чупкалама пуҫларӑм, кӗнекене кӑмака айӗнчи шӑтӑка чиксе хутӑм та лампадкӑна тӳрлетме тытӑнтӑм. Вара этемлӗхе тӳрлетессине, этем кӑлтӑкӗсемпе инкекӗсене пӗтерессине пурнӑҫлама та меллӗ, — хама хам тӳрлетесси, пур ырӑ енсене те йышӑнасси тата телейлӗ пуласси мана питӗ ҫӑмӑл та ансат пек туйӑнчӗ. Анчах правительство тӳреме магнит уйӗпе ҫавӑрса хуптӗлет. — Эпӗ Егор Иванович патӗнчен… Тимур ҫаврӑнса пӑхрӗ. Пулӑшӑр ӗнтӗ! — Пыратӑп. Эсӗ ху хуҫа. Никам та хирӗҫ чӗнмӗ. Скафандрсене хывнӑ хыҫҫӑн пурте хаваслансах карӑнса илчӗҫ: темиҫе сехет хушши ҫак костюма тӑхӑнса ҫӳреме ҫапах та ҫӑмӑл мар ӗнтӗ. Эпир кунта гулять турӑмӑр ӗнтӗ… Ҫапла, сӑмахран, кӳршӗ ман ӗнене килӗштерет пулсан, вӑл вара, закон тӑрӑх ман ӗнене туртса илме пултарнине ҫирӗплетсе пама, адвокат тытать. — Эпӗ, сэр, Гарри Гранта шыраса тупас тӗлӗшпе «Дунканӑн» эсир хушнӑ ҫӗрелле каймалла пулӗ тесе шутларӑм. Ҫав вӑхӑтран эпӗ ҫапла шутлама пуҫларӑм: мана татах мӗнле те пулин йытӑ ҫӑмне касма тивес пулсан, ама анчӑксене тивес мар, вӗсен ҫиелти тумне хывса илсе, хӗрарӑм пек намӑслантарас мар, аҫа йытӑсенчен хӑшне те пулин суйласа илес; вӗсен ушкӑнӗ ытлах вӑтанмасть, хуть бритвӑпа хыр — вӑл хӑнк та тумасть. Сикнӗ ҫын каялла урайне ӳкет, мӑлатук та, снаряд ванчӑкӗсем те каяллах ҫӗр ҫине ӳкеҫҫӗ. Ҫук, вӗсем ав сана темӗнле ӑшӑ чӑмлак сӗнеҫҫӗ, хӑйсем чӑмласа пӗтернӗ, кивелсе йӳҫӗхнӗ кӗнеке шухӑшӗсене параҫҫӗ… Ирсерен кайӑксем чӳрече карнизӗ ҫинче ҫав тери шавлӑ пухусем тума пуҫларӗҫ, ҫавӑнпа та палата ӑшчиккине тасатса, тирпейлесе ҫӳрекен сиделка, тӳсеймесӗр, вӑрҫа-вӑрҫах чӳрече ани ҫине хӑпарса тӑрса, аллине форточка витӗр тулалла кӑларса, вӗсене кипке татӑкӗпе хӑвалама пуҫларӗ. Унӑн хайӗн те «Ла–5» самолет вертикальнӑй маневӑрта питӗ паха пулнипе усӑ курса, унӑн тӑшмана хырӑмран пырса «тӗкес» килчӗ. Вӑл ҫирӗп характерлӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ; кӑшт тӳрккес пек те туйӑннӑ, ҫиелтен пӑхсан, хӑйне хаяр та мӑнкӑмӑллӑ ҫын пек тытнӑ, ҫынсене ытлашши айӑпламан, ҫав вӑхӑтрах тӳрӗ каланӑ. — Ну, мӗнле, тӑванӑм, Софрон, санӑн ӗҫсем мӗнле-ха? — тесе ыйтрӗ вӑл кӑмӑллӑ сасӑпа. Воропаев ӑна темӗн хирӗҫлесшӗн пулчӗ, анчах Лена ӑна тытса чарчӗ. Амӑшӗ кухньӑна кайрӗ, Саша та вӑраххӑн ун хыҫҫӑн утрӗ. Эй, шуйттан! кӗрсе лар-ха ман кӗсъене, кӗрсе лар, та запорожецсем патне илсе кай!» Юлашкинчен — суймах пикенчӗ те тунсӑхлама пуҫларӗ, Раҫҫее таврӑнчӗ, кунта «Ӗҫ Халӑхӗн Юлашкисене Ҫӑлас йӳтӗмпе Марс Планета ҫине Ҫар ушкӑнӗсене ӑсатас тӗллевлӗ Капиталпа чикӗленнӗ Акционер Пӗрлӗхӗ» никӗслерӗ. Эпӗ ытла начарланман курӑнать. — Эпӗ, сударыня, — терӗ часрах лешӗ, — «Дункан» ҫине кайӑттӑм та тӳрех катастрофа пулнӑ вырӑна ҫитсе курӑттӑм, унта вара мӗнле мая килет ҫапла, тата ҫӗнӗрен тупӑннӑ паллӑсене кура, мӗн кирлине пурне те тӑвӑттӑм. Вӑл часах каялла тухса, его высокоблагородин халь йышӑнма вӑхӑчӗ ҫуккине, мана тӗрмене кайса хупма хушнине тата майрана хӑй патне илсе пыма хушни ҫинчен каласа пачӗ. — Уттар-ха, паттӑр, ав ҫавӑнталла, — кӑтартса ячӗ Умрихин. Палламан ҫын египетски пирамида тени пулса тухнӑ. Унӑн Воропаевпа тан пуласси килнӗ, унпа пӗрле ҫынсем хушшине тухма, вӑл мӗнле калаҫнине итлеме, унран вӗренме, ӑна пӑхаканӗ хӑй пулнине пӗлсе тӑма питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ. Воропаев Таньӑна ачашлани ӑна питӗ савӑнтарнӑ, вӑл унӑн сассине итлеме тата хӗвелпе пиҫнӗ хӑмӑр сӑн-пичӗпе пурне те ӑнланакан ӑслӑ куҫӗсем ҫине пӑхма юратнӑ. Карап халӗ ҫунса ӗннӗ тӳремлӗхе касса иртет. Тапӑнуҫӑсен вара талпӑнса ыткӑнмалла, кӑшкӑрашмалла: «Ай-яй!» — мӗнле те пулин хӑрушӑраххӑн. Тӗпӗртетме ҫаплах чарӑнмарӗҫ, кулнипе, именнипе хӗрелсе кайнӑ Ефима тепӗр минутранах коридора кӑларса сирпӗтрӗҫ, анчах ун кӗпинчен татӑлса ӳкнӗ икӗ ҫанӑ класрах выртса юлчӗ, пӗр тӳммесӗр тӑрса юлнӑ кӗпине вара ҫухаран пуҫласа арки таранах ҫуркаласа пӗтерчӗҫ. Пирӗн арҫынсем пурте вӑйӑшӑн кана ҫуралнӑ пулсан, тӑшмансем пире тахҫанах ҫапса аркатма пулӗччӗҫ. Ҫакӑн ҫинчен вӗсем ҫийӗнчех корольне пӗлтернӗ, корольтен утрава ҫӳлелле хӑпартма ирӗк памашкӑн ыйтнӑ. Пӗррехинче, яланхи пекех лӑпкӑн, ним хускалмасӑр выртнӑ чухне, Алексей Комиссарӑн хулӑм сассине илтрӗ: — Лёша, пӑх-ха: кунта сан ҫинчен ҫырнӑ. Пуринчен ытла Фрося ӗҫрен тухса кайнӑ хыҫҫӑн кичем пулса ҫитрӗ. Эсир пурте ҫавӑн пек. Унта ахаль ыйтни мар, ҫине тӑрсах ыйтни ытларах палӑрнӑ. Эпӗ вара Ворцель граф экономкинчен икӗ кӗленче питӗ шепскерсене тупса килнӗччӗ… Каҫпа, чей ӗҫнӗ хыҫҫӑн, вӑл Ставрополе ҫитме пӗтӗм ҫул тӑршшӗн 7/11 пайӗ юлнине, парӑмсем ҫичӗ уйӑх хытса хӗсӗнсе пурӑнмалӑх тата пӗтӗм пурлӑхӗн 1/8 пайӗ чухлӗ ҫеҫ юлнине шутласа илчӗ, чунӗ лӑплансан, чипертерех чӗркенчӗ те, ҫуна тӗпне ларса, каллех тӗлӗрсе кайрӗ. Унта вӗсем Жигаловпа тӗл пулнӑ та полка пӗрле килнӗ. — Ҫапла пулмасӑр! — килӗшнӗ Маякин. Ҫак сӗнӳпе пурте килӗшрӗҫ. Вӑл Николай енне пӑхрӗ те хӑйӗн сӑмахне тӳррӗн, лӑпкӑ салхулӑхпа вӗҫлерӗ: — Мана упӑшка нумай хӗненӗ, унччен малтан мӗн пулни — темле пӗтӗмпех асран кайрӗ. Эпир Катьӑпа кашни кунах тӗл пултӑмӑр, анчах тухса кайма вӑхӑт ҫитес чухне кӑна эпӗ унтан Бубенчиков карчӑксем ҫинчен ыйтма вӑхӑт тупрӑм: «Чӑнах сӑмах сарнӑ-и вӗсем ҫинчен?» «Эх, эсӗ пирӗн пек мар ҫав!» тесе хирӗҫ тавӑрать Калиныч. Батальон, отлично ят туянса, Берездова кайрӗ, ҫав тери ывӑнса ҫитнӗ Корчагин икӗ кунлӑха амӑшӗ патне юлчӗ. Вӑл чӳрече патне чупса пычӗ, анчах вӗсем картишӗнче ҫукчӗ ӗнтӗ, хапха патӗнчен халь ҫеҫ вӗрнӗ хӗрлӗ йытӑ хӑйӗн ӗҫне пурнӑҫланине туйса кӑмӑллӑн каялла чупса таврӑнатчӗ. — Ну, чӑнах та ҫапла-ҫке, — пуҫӗ унӑн хулпуҫҫи ҫинчех, — терӗ Фелим, юланучӗ йывӑҫсем хыҫӗнчен тухса, уҫланкӑн леш пуҫӗнче чарӑнса тӑрсан. Текех ӗнтӗ Петя ут витине те, шӑхличӗ ӑстине те манасса шаннӑ вӑл, ача яланах амӑшӗпе пӗрле пулса савӑнӗ, тесе ӗмӗтленнӗ. Ун чӗри сиксе тапать. Унтан лӑпах сӳнчӗ. Ҫав хушӑра параппан юлашки хут тӑнкӑртатрӗ, мӗлке тытнӑ ҫын стена ҫумне пӗлтерӳ ҫыпӑҫтарчӗ, мэр балкон ҫинчен анчӗ, хыпарҫӑ тепӗр яла тухса кайрӗ, халӑх сахалланчӗ. — Тӗрӗс, — тесе кӑшкӑрса илчӗ Морган, унтан ҫӗр ҫинчен тӑрса чӗркуҫленсе ларчӗ. «Мӗнле пулса тухрӗ-ха ку? — шутларӗ ҫав кун Воропаев. Пысӑк шанчӑкпа кӗтнӗ Июлӗн Тӑваттӑмӗше те питӗ ӑнӑҫсӑр иртрӗ: ҫумӑр чашлаттарчӗ, процесси пулмарӗ, тӗнчери чи чаплӑ ҫын (Том шутланӑ тӑрӑх), мистер Бетон, Пӗрлешӳллӗ Штатсен чӑн-чӑн сенаторӗ, ӑна питӗ кӑмӑлсӑр хӑварчӗ, ҫирӗм пилӗк фут ҫӳллӗш улӑп пулмарӗ вӑл, ытти ҫынсенчен нимпе те уйрӑлса тӑмасть. Пӗр хут ларса пыратӑн та манпа, урӑх — пырас ҫук. Пӗр секунд хушши те унӑн Андрейсӑр пулас килмест, пӗр секунд хушши те! Бойчо халь ӑна куҫпа та курасшӑн мар. Эпӗ каллех вулатӑп: «Власов, Воронов, Голомб, Грибков, Денисяк»… Паллах, манӑн пӗрре те тавлашас кӑмӑлӑм пулмарӗ: эпӗ нимӗн те чӗнменнипе хам килӗшнине пӗлтерсе пытӑм. — Унтан вӑл, шӑртланса кайса, кӑшкӑрнӑ пекех: — Мӗнле ӗҫ? — тесе хунӑ. — Кам мана кӳрентерме пултарать? Сывпуллашнӑ чухне ӑна Бажанова каларӗ: — Эпӗ сирӗн тусӑр иккенне ан манӑр, Корчагин юлташ. Суранӗ ҫине темскер хунӑ. Ҫавӑнтах вара сӑрт хӗрринчен малалла, ҫурӑм хыҫне ҫакнӑ котелокӗпе каскине чанкӑртаттарса чупрӗ. Ҫак икӗ саспаллие астуса юлма йытта темле уйрӑм сӑлтавсем пулӑшнӑ тесе шутласа илме пулать. Фома шампански кӗленчине ярса тытнӑ та сывлӑшалла ҫӗклесе илнӗ. — Вӑхӑт ҫук ман вулама. Юланутпа хӑвӑрт чуптарса килнипе тӑртаннӑ урисене юлхавлӑн хуҫлатса, Давыдов йывӑррӑн, шӑпах Нестеренко вырнаҫнӑ креслона хирӗҫле кивӗ пукан ҫине пырса ларчӗ, ҫак хӑваран ҫыхнӑ йӳнӗ тӑракан креслон лутӑрканса пӗтнӗ айккисем ҫине ним шутламасӑр пӑхса илчӗ, унтан, акаци тӗмӗсенчи ҫерҫисем пӗр чарӑнмасӑр чӗвӗлтетнине итленӗ май, Нестеренкӑн сарӑ пичӗ ҫине, унӑн тирпейлӗ сапланӑ ҫанӑллӑ кивӗ гимнастерки ҫине пӑхса, ҫапла каларӗ: — Ҫуркунне, акара паллашнӑ чухне, эпӗ санпа туслӑ пуласси ҫинчен кӑлӑхах тупа турӑм… Пӗрне вӗлереҫҫӗ, вӑл тӳнет, мӗскӗне сӗтӗрсе каяҫҫӗ те, тепри тухать. Эсӗ ачана кама паратӑн? Вичкӗн ревматизм унӑн шӑмшакне ик эрне хушши пӗҫертсе тӑчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн больницӑран таврӑнсан, вӑл заводри тискӑсем умӗнче ларса анчах ӗҫлеме пултаракан пулса тӑчӗ. — Мӗншӗн тесен салтак шинелӗ сире питех те килӗшет, ҫавӑнпа тӳррипех калар, кунта, шывпа сывалнӑ ҫӗрте, ҫӗлетнӗ армейски пехотнӑй мундир сире пур пӗрех тӗлӗнтерекен ҫын тӑваймасть. — Ҫынна? Юлашкинчен Сергей хӑй ковер ҫинче ҫаврӑна-ҫаврӑна илчӗ, «шапалла» сиксе кӑтартрӗ, «америкла тӗвӗ» туса кӑтартрӗ, алӑ вӗҫҫӗн утса кайрӗ. Савнийӗм манӑн ытти вунӑ пинрен те лайӑхрах, пуҫӗ ун таса ылттӑн, ҫӳҫӗ унӑн хумлӑ-хумлӑ, ҫӑхан евӗр, тӗм-хура. Дикран хавшакрах ҫынна ҫапса хуҫма ҫакӑ та ҫителӗклӗччӗ ӗнтӗ. Огняновӑн куҫӗ чарӑлчӗ, хӑрушланчӗ; ҫӳҫӗ вирелле тӑрса кайрӗ. Вара тин Зеб Стумп йӗнер ҫине хӑпарса ларса, кӗсрине хӑвалама тытӑннӑ. Аҫаҫури шутсӑрах начарланса кайнӑ пичӗпе ман ҫине йӑл кулса пӑхатчӗ, унӑн хурарах куҫӗсем тата пысӑклансарах кайнӑччӗ, вӑл пӗтӗмпех якалса пӗтнӗ пек, имшерленсе кайнӑ пек туйӑнатчӗ. — Пирӗн пурнӑҫра шӑпах хирӗҫле пулса тухать: енчен ҫын авланиччен аскӑн пулас мар тесе шухӑшлать пулсан, авланнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн ҫав шухӑшне тӳрех манать. Вӑл — санран ӑслӑрах. Провода электричество хунарӗпе ҫутатса пырса, Павел часах икӗ провод пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ларнӑ тӗле тупрӗ. Эпир унпа ҫапла килӗшрӗмӗр те: унӑн — ҫурчӗ, эпӗ — ача пӑхаканни. — Ҫапла, манӑн Гаррис ятлӑ агента, — ҫирӗплетрӗ Алвиш. — Пирӗн уншӑн тавӑрмалла! — Уэлдон миссис, — терӗ вӑл ҫирӗп сасӑпа, — хӑрушсӑр вырӑн тупма ман урӑх нимле шанӑҫ та ҫук. Ҫакнашкал япала та пулма пултарать: ҫак сочиненире ҫырса кӑтартнӑ ҫӗршывсене каярахпа ҫитсе куракан ҫулҫӳревҫӗсем, ман йӑнӑшсене палӑртса тата ҫав ҫӗршывсенче тунӑ нумай ҫӗнӗ открытисем ҫинчен пӗлсе, мана иккӗмӗш вырӑна хӗссе кӑларса ман вырӑна хӑйсем йышӑнӗҫ, вара мана пӗтӗм тӗнче манса кайӗ. Артур хӗпӗртенипе старике аллинчен ярса тытрӗ, анчах лешӗ аллине туртса илчӗ. Ежов ҫине вӑл, Фома пекех, ҫӳлтен пӑхнӑ, анчах унпа вӑл туслӑрах та, тикӗсрех те пулнӑ. Унӑн хитре мар пичӗ ҫинче куҫӗсем ухмаха ернӗ пек сиккелерӗҫ, Яков чӳрече умӗнче тӑрса пӳрнисемпе тӑнкӑртаттарчӗ. Хама хам пысӑка хунине тата хама ҫеҫ юратнине эсир тивӗҫлипе хирӗҫлерӗр! Мӗнле кӑна сӑмси вӗҫӗсене ҫӗҫӗпе касса илмеҫҫӗ-тӗр вӗсем! Револьвере ҫӗре хучӗ те курӑк ҫине выртрӗ. Амӑшӗ те, хӑй йӑнӑш тунине ӑнланса, хуллен те вӑтанарах, кӑшт чеерех кулма тытӑнчӗ. — Хӑвӑн хурлӑху хыҫӗнче — ҫын хурлӑхӗ начар курӑнать! — терӗ вӑл, ҫӗрелле пӑхса. Кӑткӑ йӑвин тӑрри шывран курӑнмасть пулсан, каялла таврӑнма ан шутлӑр. Унтан, калама ҫук хӗрӳ, вӗресе тӑракан шыв… Виҫҫӗшӗ те юланпа пулнӑ, вӑл, лаши ҫинчен анса, вутӑ купи хыҫне вырнаҫнӑ та пульӑсенчен хӳтӗленме лашине хӑй умне тӑратнӑ. Грэнджерфордсем учӗсем ҫинчен анман, вӗҫӗм старик умӗнче каллӗ-маллӗ уттарса персе тӑнӑ, лешӗ те вӗсем ҫинелле пенӗ. — Урама гулять тума кайӑпӑр, хӗрсем патне. — Господа! Вӑл темӗнччен столовӑйра ларчӗ, нимӗн те тумарӗ, эпир чӑматансене епле тултарни ҫине пӑхса ҫеҫ тишкӗрсе ларчӗ, унтан ҫавӑнтах ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те кухньӑна ҫуртра ӗҫлекен карчӑка ятлама кайрӗ, лешӗ темӗн сахал туяннӑ пулать вара. — Эп ӑна пин хут та каларӑм: куратӑн ливер — ил, тетӗп, — тет вӑл ман пата пырсан, — ҫулӑраххине куратӑн — ил тетӗп. «Епле-ха апла, эпӗ сирӗнсӗр пӗлместӗп-ҫке», тет. Мӗн пӗлмелли пур иккен унта? Хӑй шухӑшӗпе пурӑнаймасть. Ун пеккисене чӑтса тӑраймастӑп эпӗ. — Кукамай, урӑх нимӗн те кирлӗ мар, — терӗ Катя. — Кирлӗ мар-и? Епле кирлӗ мар пултӑр? Эс ил-ха. Унтан вара, килти ӗҫсем ҫинчен шухӑшлама пӑрахса, ахлатма тытӑнать те буфет патне пырса вӑрттӑн ҫеҫ хӑй юратакан эмелне сыпать. Вӑхӑт-вӑхӑт вӑл никам та ҫук ҫӗре чупса кӗрет, епле пулсан та пӑшӑрханас марччӗ тесе хӑйпе хӑй калаҫать. Анчах ун пек калаҫни нумаях пулӑшаймасть ӑна, каллех буфет патне пырса юратнӑ эмелне вӑрттӑн ҫеҫ сыпмалла… Опанас Иванович тем пулсан та сана чӗнме хушрӗ. — Пире пит пулӑшнӑ стрелкӑна пӑхас килет манӑн. Негрсем ун чухне ҫывӑрнӑ. «Туслӑх дачи» «ют ҫынсене кӗме юрамасть», — тесе вуларӗ Сергей — хапхан пӗр юпи ҫинчи пит илемлӗн ҫырса хунӑ хӑма ҫине пӑхса. — Маншӑн хаклӑ ҫын. «Ҫук!» — Апла вӑлах. — Ерошка ахӑлтӑтса кулса ячӗ. Каблешков экспедицийӗ Копривштицӑна таврӑнасса таврӑнчӗ те ӗмӗтленни усси пулмарӗ. Лозневой вырнаҫнӑ ҫӗре часах тыткӑна илнӗ нимӗҫ офицерне илсе пычӗҫ. Салтак патне вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑҫта ҫырмалли паллӑ вӑл, — именерех ответ пачӗ те Степан Иванович тата тепӗр хут пурне пӗр харӑс, ҫӗре ҫитиех пуҫ тайса, алӑк хыҫӗнче ҫухалчӗ. Виҫӗ ҫын тӑнӑ унтан патша умне. Докторӑн вахти бойницӑсем патӗнче тӑчӗ, ыттисем мушкетсене авӑрларӗҫ. Эпир пурте хӗрелсе кайрӑмӑр. Пурсӑмӑра та намӑс. Вӗсем те пусӑрӑнчӑк сасӑсемпе темскер калаҫрӗҫ. Вӑл мана та хӑйпе пӗрлех илсе каять, вара унтан нихӑҫан та каяла тавӑрӑнас ҫук. — Санӑн хамӑр ҫӗнтерессе пӗр иккӗленмесӗр шанса тӑмалла. Тусӗсем курма пыратчӗҫ, тӗпчетчӗҫ: «Кам хӗнерӗ сана, Федор? Джонни машина пек ӗҫлет. Декабрьте эпӗ хама вӗлерме шут турӑм. Хӑш чухне вӑл шӑв-шавран инҫерех вырӑна кайса, пӗрре курӑк ҫине, тепре йывӑҫ тенкел ҫине, унтан чул плита ҫине выртрӗ. Глор хаджирен тирек ӳкерчӗклӗ чӳрече карӑмӗсем илсе пычӗҫ. — Ҫав ҫынпа иксӗмӗр хушшӑмӑрти тахҫанхи тавлашӑва паян татас тенипе мар пӗлтеретӗп эпӗ сире унӑн ятне. Повозка ҫумӗнчен уйрӑлса, конвойнӑй пек пулса, хӑратмалла автоматне ҫӳлелле ҫӗклерӗ те вӑл, хаваслансарах кайнипе юри ашкӑнса, шӑнса пӑсӑлнӑ тискер сасӑпа ҫухӑрса ячӗ: — Шнэхер… в-вашу мать! Кӑштах кӗтсе тӑр-ха. Иккӗмӗш хут ҫылӑх каҫарттарни Ҫылӑх каҫараканӑн ури сассисем ман шухӑша сирсе ячӗҫ. Анне манӑн чирлӗ выртать, укҫа ҫук пирӗн, нимӗн те ҫук; эпӗ кукка патне, Абнер Мур патне кайма тухрӑм. Йытӑ апла вӗрмӗччӗ. — Пӑрӑнӑр, чакаксем, унсӑрӑн лашапа таптаса каятӑп! — шӳтлесе кӑшкӑрчӗ Макар. Вунвиҫӗ ҫул ӗлӗкрех унӑн ашшӗ ҫурҫӗрти пӑрсем хушшинче тӗлли-паллисӗр ҫухалнӑ. Экватор ҫине картонран тунӑ пӗчӗкҫӗ ҫынна пичӗпе ҫурҫӗр полюсӗ енне туса тӑрат. Вӑт, тус тесен те юрать сире. Ҫанталӑк шӑрӑхлатма пуҫласан килелле васкарӑм. Кунта вӗсем бизонсене, пӑшисене, пӑлансене тата ытти чӗрчунсене те тытнӑ. Тавтапуҫ. Унӑн лӑпкӑ кӑмӑлӗ пӑлханман; ҫапах та вӑл мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗрех кичемленсе, макӑрса та илчӗ, анчах хӑйне хур тунӑшӑн мар. Кунашкал минутсенче вӑл хӑй куҫӗсенче куҫҫуль пуррине туятчӗ, анчах чунӗнче унӑн, ачашлӑхпа, ҫемеҫлӗхне, харсӑр та ҫирӗп парӑннӑлӑхпа пӗрлех, ҫитӗнсе ҫитнӗ аҫан суккӑрла, выльӑхла кӳлешӗвӗ те йашӑлтатса ҫаврӑнкалатчӗ. Кӑмӑлтан тав тӑватпӑр… — текеленӗ. Ӳт-тирӗ ун ҫирӗп, пысӑк пуҫӗ вӑйлӑ мӑйӗ ҫинче ларать, кӑшт сивӗрех хура куҫӗсем шӑтарас пек пӑхаҫҫӗ, уҫӑ йӗрсемлӗ янахӗ вӑл тимлӗ ҫын иккенне палӑртать. — Ку аван та ӗнтӗ, — ҫавӑн пекех пӑшӑлтатрӗ капитан. Ку Ольховка иккен. Таврари ҫынсене пӑхмасӑрах, нимӗҫ хайхи купӑса пӑхкаласа, чӗлӗхӗсене тӗрӗслеме тытӑнчӗ… — Вак-тӗвек выльӑх-чӗрлӗхпе чӑх-чӗпсене пӗрлештернине йӑнӑш тесе шутлатӑп, колхозра халлӗхе апла тума юрамасть. Вӗсем мӗнле пӑхнинченех Дик хӑй вӗсене шанма пултарнине ӑнланчӗ. Ҫамрӑк капитан кӗскен вӗсем те хӑйне шанма пултарни ҫинчен каларӗ. Марко шухӑша кайса тӑчӗ. — Пурне те — вӑхӑт. Йӑпӑлтатнине кам ан юраттӑр ӗнтӗ? Вара вӑл шурлӑха анать те йӑвӑ ӑвӑс хунавлӑхне кӗрсе ларать. — Так… Алексей хӑй ҫав сывлӑшри кашкӑрсен хӗскӗчне лекнине, вӗсем ӑна аэродром ҫине антарса, чӗрӗлле тыткӑна илме шутланине ӑнланчӗ. Кунта чурасене суйланӑ, илнӗ, кунтанах каравансем Пысӑк кӳлӗсем енне ҫул тытнӑ. Амӑшӗ ура ҫине сиксе тӑчӗ те кухньӑна ыткӑнса тухрӗ, хулпуҫҫи ҫине кофта уртса ярса, ачине шел тутӑрӗпе чӗркесе, ним чӗнмесӗр, кӑшкӑрмасӑр, ӳпкелешмесӗр, ҫара уран, пӗр кӗпе те кофта вӗҫҫӗн урам тӑрӑх утса кайрӗ. Унӑн ҫутӑ, ырӑ куҫӗсенче тата усӑннӑ тута хӗррисенче Ромашов йӗрӗнӳпе хӗрхенӳ паллисене асӑрхарӗ, ҫакнашкал сӑнпа ҫынсем кирек хӑҫан та пуйӑс таптанӑ йытӑ ҫине пӑхаҫҫӗ. — Ҫапла пулма та пултарать, — терӗ Марья Васильевна. Хӗвел тин ҫеҫ хӑпарнӑ пулнӑ, унӑн ҫути, Игнатӑн шурӑ пир кӗпи ҫине ӳксе, кӗрен тӗслӗрех курӑнса выляннӑ. Энчетрен пемелле пулсан?» Ҫук, йӗкӗт, кунта пурне те чунтан тунӑ, хам валли тунӑ пек, ҫавӑнпа шӑршламалла та, чӑкӑлташмалла та мар. — Эпӗ чӑкӑлташмастӑп-ҫке. Сидорович, мӗн эсӗ? — Кунта Гейка! Кӗрешӳри кругсем хушшисенче секундантсем Ривэрӑшӑн сахал тӑрӑшнӑ. Каҫ пулттипе ҫил чарӑнчӗ, туратсем йӑшӑл та тумарӗҫ. Мӗн тума эсӗ мана чӗнтертӗн-ха кунта? — Улпут ҫывӑрса кайрӗ пулас, — терӗ Ермолай кӑшт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн. Германи официозӗнчи господасем калама пултарӗҫ; апла пулсан, фактсемшӗн пушшех начар, тейӗҫ. Ваҫили Андрейч ывӑлӗ хыҫалтан пырса ҫуна тупанӗ ҫине хӑпарса тӑнӑ. Эсир каялла Ҫӗр ҫине тухасшӑн мар-и? Мӗншӗн кӑмӑлланӑ София хӑйӗн Тепловне, эпӗ пӗлместӗп. Уҫӑлса ҫӳретпӗр. Сан патна кӗме юрать-и? — Ку пурте мар-ха! Акӑ, сӑмахран, кӑмӑлӑр пулсан, эпӗ сире Бессарабире чума пулнӑ чухнехи пӗр интереслӗ ӗҫ ҫинчен каласа парам. Халӗ эп «ӑнтартӑм-ха» — пӗр кун хушшинчех аллӑ ҫичӗ пин те ултҫӗр тӑшман, ҫирӗмшерӗн тӑрса тухнӑ ретпе ман умран иртеҫҫӗ, хӑшӗсем Мускав ҫине тӗлӗнсе пӑхаҫҫӗ, Мускавӗ тата ҫав кунхине уйрӑмӑнах ытла капӑрччӗ, хӑшӗсем пуҫӗсене пӗксе, урисене аран ылмаштарса салхуллӑн пыраҫҫӗ. — Петӗр, кайса хапха уҫ, — тенӗ вӑл хӗрлӗ кӗпеллӗ яша. Светлана черккесене симӗсрех-ылттӑн тӗслӗ эрех тултарчӗ. Манӑн ҫак танлаштару, тен, тӗрӗсех те-и, ҫитменнине, тепӗр танлаштару та аса килет мана: тӗксӗм хӗрлӗ тата хӑмла ҫырли тӗслӗ япаласемпе пӗрлех «тӗксӗм хӗрлӗ» е «хӑмла ҫырли» текен янрав та пур. — Мӗншӗн тесен вӗсен… Унтан, ишкӗчӗпе шыва ҫапса пырса, ҫынсем ҫинелле ыткӑнчӗ. Губкомра вӑл хӑйӗн чӗркесе панӑ икӗ ӗҫ хутне: комсомолта тата партире ӗҫлени ҫинчен кӑтартакан хучӗсене илчӗ те, хуйхине ҫӗнӗрен чӗртсе ярас мар тесе, никампа сывпуллашмасӑр пекех, амӑшӗ патне тухса кайрӗ. Пурте бокалсене ҫӗклерӗҫ, Алексей пуринпе те шаклатрӗ, Лосев вара, ача алли пек аллипе Комолова тӗреклӗ хулпуҫҫинчен лӑпкаса:— Пирӗн хушӑмӑрта ӑслӑ ҫынсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ, — терӗ. — Вӗсем яланах пулнӑ! — мӑнкӑмӑллӑн ответ пачӗ Комолов. Вӑл хӑй калаҫма тытӑнчӗ. Ҫав ушкӑн Клисурӑ хулинчен кӗл туса хӑварнӑ хыҫҫӑн, виҫӗ кун та виҫӗ каҫ хушши ҫын вӗлерсе те ҫаратса тухнӑ хыҫҫӑн ҫӗнтерӳллӗн ҫӗр ҫӗмӗрсе таврӑнать. Пӗр лашан урине шӑмми таранах ватса кӑларчӗ, шӑнӑрӗсене касса татса пӗтерчӗ, мана сусӑрлатса хӑварчӗ — паллама та ҫук. — Хускалчӗ!.. — сехре хӑппипе васкавлӑн пӑшӑлтатса илнӗ мужик, хӑй ҫине хӗрес хывса. Ҫапах та — Маякин вӑл! — Ку пирӗншен ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем чиркӳре сыпакан причаҫ пекех пултӑр. Тӑварне вӑл таса мар тутӑр татӑкӗпе ҫыхнӑ. Пӗр вӑхӑт хушши вӗсем ним чӗнмесӗр пычӗҫ. «Ҫав тавлашусем чи хӗрсе кайнӑ вӑхӑтра император вӑрттӑн ӗҫсен аслӑ секретарьне Рельдреселе вӑл ку ӗҫ ҫине епле пӑхнине каласа пама хушрӗ. Рельдресель, хӑй яланах сирӗн тус пулнине кӑтартма тӑрӑшаканскер, ӑна итлерӗ те эсир ун ҫинчен ырӑ ҫын тесе шутланине ӗҫре кӑтартрӗ. Анчах эсӗ ҫапах та ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑх… Тул ҫутӑлнӑ. Ҫирӗп ыйту пек туйӑнакан кӗлӗ сӑмахӗсем ҫаврака ҫӑварсенчен шурӑ пӑс пулса вӗҫсе тухнӑ бассен куҫхаршисемпе уссийӗсем ҫинче пӑсланнӑ, пӗр пеккӗн юрлайман купецсен сухалӗсем ӑшне кӗрсе ларнӑ. Вӑл чӗтрекен аллисемпе курӑксенчен тыта-тыта, тӗлкӗшсе ыратакан сулахай урине сӗтӗркелесе шӑвать. Анчах та Николай:— Паллах ӗнтӗ! — терӗ. — Акӑ мӗн ҫырать вӑл: «Эпир тармастпӑр, юлташсем, пултараймастпӑр. Пирӗнтен никам та. Ҫак кӗнекене вулакан ҫын эпӗ ҫав ҫӗршывра мӗнле пурӑнни, мӗн ӗҫ туни ҫинчен пӗлесшӗн ҫунать пулӗ. Эпӗ кунта Сахалах пурӑнман вӗт: тӑхӑр уйӑх та вунвиҫ кун пурӑнтӑм. Эпӗ яланах ал ӗҫӗ тума юрататтӑм. Пур енче те кайӑксем, хаваслӑн юрласа, явӑнса ҫӳреҫҫӗ, тӗпек пуҫлӑ тӑрисем ҫӳлтен ӳкнӗ пек хӑвӑрт ярӑнса анаҫҫӗ; йӗпе тӗмсем хушшинче пӗчекҫӗ кайӑксем кӑштӑртатни илтӗнет, раща варринчен чӑпар куккукӑн уҫӑмлӑ сассийӗ юхса килет. Вара эпӗ шлюпка патне хыҫалтан ишсе пытӑм та ӑна хӑрах алӑпа малалла тӗксе пыма тытӑнтӑм. Хӑйсен ӗҫӗ пирки шухӑшламаншӑн (тен, шухӑшланӑ чухне йӑнӑшнӑшӑн ҫеҫ-и) Хипе Хона император иккӗшне те вӗлерттернӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ ҫамрӑк ача чунранах «манран ҫын тӑвасшӑнччӗ», вӑл кун ҫинчен мана ҫирӗппӗн ӗненсех калатчӗ, анчах манпа ҫине тӑрсах ӗҫлеме унӑн вӑхӑт та, ытти кирлӗ условисем те пулман. — Лашасене — выльӑхсене — епле вӗрентеҫҫӗ, э? — Ӑҫта? — ӑнланса илеймен Ерофей Кузьмич. Эпӗ сире ҫиелтен тенӗ пек каласа кӑтартрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ сирӗн шухӑшӑра пысӑка хуратӑп. Унтан ҫӳллӗ йывӑҫсем хупӑрласа тӑракан пӗр ҫурта курса ячӗ. Халӗ вӑл та кулкалать кӑна, вӑрӑм утӑмлӑ Юрӑпа харӑс утса пыма тӑрӑшать. Пурте эсир, арӑмсем, чакак хӑраххи. Осетров Давыдовӑн хурланнӑ чухнехи пек пӗкӗрӗлнӗ кӗлетки ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те, тепӗр хут пуҫ тайса, майӗпен утӑ ҫулакансем патнелле утрӗ. — Ӑна сивӗ, — малалла каларӗ Макҫӑм. Анчах лешӗ ҫамрӑк пӑлан пек сиксе тӑчӗ те, ҫара уранах сиксе анса, крыльца ҫине чупса тухрӗ. Хӑйӗн тӑванӗсемпе тусӗсене хӑй ҫинчен ним пӗлтермесӗр, ҫав тери нумай кӗттерсе, шухӑшлаттарса хӑтланнӑшӑн пӑшӑрханнӑ-ши вӑл? Бетти ятлӑ хӗрӗм (качча кайса ача-пӑчаллӑ пулнӑ ӗнтӗ) ҫӗвӗ ҫӗлеме вӗреннӗ. Пӳлӗм пысӑк. Эпӗ ун ҫинчен Петербургра пурӑнакан шӑллӑм патне те ҫырса ятӑм, ярса парать-и, ярса памасть-и — пӗлейместӗп. Питӗ аван мар пулса тухрӗ, мӗн тумалла — никам та пӗлмест. Ӑнӑҫра каллех купаланчӑк, йывӑр, кӑвак пӗлӗтсем ӑшӗнче хӗрлӗ-сарӑ шуҫӑм ялкӑшса ҫунчӗ, Ромашова вара каллех те каллех горизонт йӗрӗнчен инҫетре-инҫетре, ҫуртсемпе уйсем хыҫӗнче, илемпе, чеченлӗхпе те телейпе тулӑх пурнӑҫлӑ, фантастикӑлла капӑр хула пур пекех курӑна-курӑна кайрӗ. Вӑл — райком секретарӗ, вак-тӗвек хатӗрлевҫӗсемпе мӗн ӗҫ пур-ха унӑн? — Кунти ячейка секретарӗ е ял Совет председателӗ. Кольхаун хӑйӗнчен хытӑ тӑрӑхласа кулнине ӑнланса илчӗ, вӑл ӗнтӗ урӑх ӑнлантарса хӑтланас ҫукчӗ пулӗ, анчах калаҫӑва плантатор хутшӑнчӗ. Ун ӑшӗнче шӑллӗне юратман тата ӑмсанакан туйӑм ҫуралчӗ. Ҫаксем килсе тухрӗҫ ӗнтӗ вӑл ӗмӗтленсе пурӑннӑ вӑй-халпа тапса тӑракан геройла пурӑнӑҫ вырӑнне. Грант капитана Австралин шалти облаҫӗсенче шыраса тупсан, вара Мельбурнра. Кам вӑл ютран килни, курӑнманскер? Кунта ҫул ҫӳрекеленӗ ҫын ун пек япалана курнӑ ӗнтӗ. Нагульнов, пухӑва пуринчен кайран пынӑскер, ура ҫине тӑчӗ, куҫҫулӗпе йӗпрекен, юнпа пӑвӑннӑ куҫӗсемпе Давыдов ҫине шӑтарас пек пӑхса, калаҫма тытӑнчӗ, ҫав хушӑрах Давыдов Макартан шурӑ эрех шӑрши ытла та хытӑ ҫапнине туйса илчӗ. Ӑна халь Павел сӑмахне итлеме ҫак Рыбина та, чылаях ватӑ ҫынна, аван мар пулассӑн, ӑна кӳрентерессӗн туйӑнчӗ. Ҫук! — хӑраса ӳкрӗ Марья Васильевна. Тата, ҫитменнине, — хакли те сайри! Весовщиков ҫав вӑхӑтра пӳлӗме кӗрсе алӑка ҫаклатрӗ, унтан, ҫӗлӗкне хывса, ҫӳҫне шӑлкаласа, хуллен кулкаласа тӑчӗ. Корчагин хӗрарӑмӑн слон шӑммисенчен ҫавӑрса тунӑ пек курӑнакан хулпуҫҫийӗсемпе аллисене ҫеҫ курать. Бен, чуп часрах, Гаррине ӑна тытма пулӑш. Хӑйшӗн ҫапла ним те тӑрӑшмасӑр ҫав тери пысӑк граждан паттӑрлӑхӗпе ӗҫленинчен шалтах тӗлӗнсе, его величество ирӗксӗрех иккӗленсе: вӑл тӗрӗс мар пулӗ, терӗ. Илтетӗн-и? — терӗ вӑл. Кун хыҫҫӑн иртсе кайнӑ вунсакӑр ҫул хушшинче ҫак задачӑна пурнӑҫлама пикеннисенчен икӗ ҫынна анчах палӑртма пулать: пӗри чапа тухнӑ Басс, тепри Барелье инженер. «Эх, мӗн чухлӗ те пулин вулама пӗлсенччӗ!» шухӑшларӗ вӑл, хут таткине ҫавӑркаласа пӑхса. Тепӗр ҫур сехетрен эпӗ Гоголь урамне, Маркузе ҫурчӗ умне ҫитрӗм. — Укҫа питӗ кирлӗ халӗ пире… Ун хыҫҫӑн утакан йывӑр кӗлеткеллӗ фельдфебелӗ машинӑпа иртсе кайнӑ полковник ҫинчен ыйтса пӗлчӗ: — Кам вӑл? — Ма пурӑнмалла санӑн, арҫури! Ну, халӗ ӗнтӗ мана ярать пуль тесе шухӑшлатӑп, ытти чухне пулсан яратчӗ те пуль, анчах халӗ пирӗн кил-ҫуртра темӗнле тӗлӗнтермӗш те пула-пула иртет те, вӑл кирек мӗнрен те хӑрать, хӑш-пӗр чухне ахалех сехӗрленет. — Халех хӑна пӳлӗмне кӗрсе лар, эпӗ пыриччен ниҫта та ан кай. — Ӑна ҫаплах тӑваҫҫӗ пулсан, питӗ начар вӑл. Эсир ытла чӑрсӑр пулнине… манӑн каҫармалла, манӑн каҫармалла ӑна, мӗншӗн тесен хамах ирӗк патӑм-ҫке… Диван ҫинче, ҫӑварне карса, Наталья пекех куҫхаршисене ҫӳлелле ҫӗклесе, Пашута саркаланса выртать, вӑл кӑвак юн тымарӗсем палӑракан тата пулӑ хуппи пек чӗрнеллӗ шурӑ урине ҫӗрелле уснӑ. Анчах Р. мана каламарӗ-и-ха Полярнӑйра курнӑҫӑпӑр тесе? Унта унӑн планне Ҫурҫӗр флочӗн командующийӗ ҫирӗплетмеллеччӗ. Вара шӑп ҫав самантра, пӗр сассӑр, хурӑн тӑррисене кустӑрмисемпе чӑшлаттарса, вӑрман ҫийӗнчен самолёт сиксе тухрӗ. — Пуриншӗн те ҫав, ненько, пуриншӗн те! — терӗ хохол хавассӑн. Анчах, чимӗр, ку ҫеҫки кӑна-ха. — Машинӑсене тытма тухнӑ. «Вӗсем кунта нумайӑн иккен! — хытах кӑшкӑрса ячӗ Ганна, хӑйне хупӑрласа илсе ыталама васкакан йӗкӗтсенчен хӑтӑлма тӑрӑшса. Сасартӑк казакран аякрах мар хӑмӑш шатӑртатса хуҫӑлчӗ, ура сассисем илтӗнчӗҫ тата хӑмӑш тӑррисем хускалма пуҫларӗҫ. Пирӗн патра Гребешок таврашӗнче пер лайӑх килйышри хӗр кӗнеке вуланӑ-вуланӑ та дьякӑна юратса кайнӑ. Дьякӑнӑн арӑмӗ вара ӑна ҫав тери намӑслантарнӑ — хӑрасах ӳкмелле! Эсӗ яланах лайӑххине хытӑ асту, мӗн лайӑх мар — манса кай… Хӑйӗн ҫинҫешке мӑйне ҫавӑркаласа, вӑл усал ҫилӗпе ӳхӗрсе ячӗ: — Хуҫасем патӗнче юрамасть, анчах колхозра сухаламалла!.. — Мӗншӗн «сухаламалла-ха» апла? Мӗн, лашапа таптасшӑн-и? — терӗ те вӑл сиввӗн, ҫаврӑнса тӑчӗ. Вӑл пӗлет. Ҫаксем пурте хальхи пекех ман куҫ умӗнче тӑраҫҫӗ, тата, мӗн пулни; йӑлтах «Дунай хӗрӗнчен» илнӗ кадриль ҫемми май пулнӑччӗ те, хӑлхара халь ҫав кадриль янӑрать. Анчах кукамай мана курать. — Вӑл мана пӳрнесенчен хуллен ҫапрӗ. — Аллӑрсене тӳрӗ тытӑр! — Хӗр тӑрӑшсах ҫӑм ҫиппине ҫӑмхалама пикенчӗ. Ҫамрӑк капитан шанӑҫӗ таврари ҫынсен чӗрине те кӗрсе вырнаҫрӗ. Кунта Миргородри икӗ хисеплӗ ҫын канашлӑвӗ ҫинчен ҫырнӑ Иван Иванович хӑйӗн хуҫалӑхӗнчи ӗҫсене майлаштарса ҫитернӗ хыҫҫӑн, яланхи пек, аслӑк айне канма тухса выртма ӗлкӗрнӗ кӑначчӗ, кӗҫех вӑл хапха калинккинчен тем хӗрлӗн курӑннине тӗлӗнсе асӑрхарӗ. — Ҫырлахсам, Евгений… Хатӗр пулӑр, хурал тӑратӑр, ҫӗрлехи дозорсем пулччӑр; тапӑнас-мӗн пулсан, хапхасене питӗрӗр те салтаксене илсе тухӑр. Унӑн шухӑшӗ пӑлханмаллипе пӑлханать. Шарламасӑр ирттерни — критика мар вӑл, — теме пултараҫҫӗ. Яла тӑрса юлнӑ ҫынсем мана каярахпа каласа панӑ тӑрӑх, эпир кайсан вӑл ӗҫ ҫуккипе питӗ хуйхӑрнӑ. Эпир яланах ҫапла «астӑватӑн-и» тесе калаҫаттӑмӑр та ӗнтӗ. Вара пуҫне усрӗ те шӑпланчӗ. Вазуза леш енче пулса иртнӗ пӗрремӗш тӗлпулу ӑнӑҫлах пулмасан та, уншӑн вӑл пӗр йӗр хӑвармасӑрах иртмерӗ. Анчах хӑй япалисене Катя нимӗн те хӑвармарӗ — пӗр-пӗр пӗчӗк япала та пулин хӑварса, хӑй кунта пурӑннине ан асӑнтартӑр, терӗ вӑл. «Поляр станцийӗсене чарса лартаҫҫӗ». Тумтирсем вӗсен тӗссӗрленсе, лӳчӗркенсе, таткаланса пӗтнӗ, вӗсенчен йӳҫенкӗ тар шӑрши перет. Корчагин аллине туртрӗ, анчах Анна хӑранипе ӑна хӑй ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ. Каялла чакса пыни, ҫар йышӗ нумай катӑлни, юлашкинчен Киева та тӑшман аллине памалла пулни — ҫаксем боецсен кӑмӑлне хыттӑнах хуҫса пӑрахрӗҫ. Сан пек ҫамрӑк чухне эпӗ ҫавраҫил пек ҫӳренӗ! Владимир Лозневойӑн пурнӑҫӗ те ҫавӑн пекех йӗркелеме май ҫук арканчӑк пулнӑ. Ашшӗ ӑна пӗррехинче:— Эсӗ вӗреннӗ ҫын, мӗншӗн хӑвна валли кӗпелӗх пир-авар мӗнле тӗртнине пырса курмастӑн-ха? — тесен, вӑл:— Тархасшӑн, — тесе ответ пачӗ. — Хӑратӑп! — тӳррипех каланӑ ача. Каласа пар, Левко!..» Хӑйӗн турӑ лашипе Морис часах вӗсене пурне те хӑваласа ҫитсе иртсе кайнӑ. Юлашкинчен вӗсем пӗрле каварлашнӑ та хӑйсем питӗ аван ҫӗнтермелле пек туйӑнакан май шухӑшласа кӑларнӑ. Кухньӑран Ерофей Кузьмичӑн кӑмӑлсӑр сасси илтӗнсе кайрӗ. Ҫук, эсӗ лайӑхрах тӑрӑш та пуҫна ҫӗмӗркеле. Хӑш чухне утрав ҫине тискер кайӑксем тулатчӗҫ, пире вара вӗсенчен тарма тиветчӗ. Анчах ҫакнашкал шухӑшра аса килнӗ приключенисем, кайран чӑн-чӑнах пулнӑ тӗлӗнмелле те хурлӑхлӑ приключенисемпе танлаштарсан, нимӗне тӑманскерсем ҫеҫ пулнӑ. Канмалли кунхи ир. Тата икӗ уйӑхран Марыся Литль Рокри больницӑран тухрӗ те, ырӑ ҫынсем пухса панӑ укҫапа, Нью-Йорка кайрӗ. Йӗплӗ хулӑ ҫырмин тайлӑмӗнче, — эсӗ хӑвах курнӑ-ҫке, — курӑк питӗ лайӑх, анчах тӑвайккисемпе тӗрлӗ ҫырма-ҫатрасенче машинӑпа ҫулаймӑн, ҫавапа ҫулакансем бригадӑра ҫукпа пӗрех. — Ҫук, туса пӑхман. Мана ватӑ карчӑк Гопкинс каланӑччӗ. Ҫапах та, салтаксем йывӑҫ рамӑсем ӑшне ҫӗленӗ улӑм мӗлкесене чикме пуҫласан, улттӑмӗш ротӑн та намӑсланма тиврӗ. — Ҫапла ҫав! Тахӑшӗ ҫенӗк алӑкне уҫрӗ те, йӗкӗт хӗре васкамасӑр аллинчен вӗҫертрӗ, хӑй ҫав хушӑрах:— Вырсарникун евчӗ яратӑп… — терӗ. Шывран тухса тӑракан тумхахсем ҫинче лотоссем, папируссем ӳсеҫҫӗ. Кунта акӑ чип-чипер ӑслӑ-тӑнлӑ тупӑпа кӗрешме тивет: вӑл е мӗн те пулин тавҫӑрса илме тӑрӑшнӑ пек пулса, пӗр вӑхӑта чарӑнса тӑрать, е, сиртен пӑрӑнас тесе, урӑх ҫӗрелле чупса каять. Унта астӑвать-ши Ясь ӑна, манман-ши ун ҫинчен? Марыся ӑна астӑвать те, юратать те, ҫак ҫутӑ тӗнчере вӑл унпа ҫеҫ телейлӗ те лӑпкӑ пулма пултарӗччӗ, пӗр унпа ҫеҫ. — Килсен те нумайлӑха мар-ҫке. Андо-перувеанецсем — араукан, пуэльх тата аукас рассисенчен пӗрлешӗнсе пулнӑ ҫынсем пулаҫҫӗ. Пирӗн калаҫу хам тӗрӗс иккенне тепӗр хут та тӗплӗн кӑтартса парассӑн туйӑнчӗ мана, ҫак старике пӗр кӗтмен ҫӗртен курнӑ пекех, тӗлӗнмелле ҫӗнӗ хыпар илтессӗн туйӑнчӗ. Анне Анне хӑна пӳлӗмӗнче чей тултарса ларать; хӑрах аллипе чейник тытнӑ вӑл, тепринпе сӑмавар кранне пӑрать, сӑмавартан шыв чейник хуппи тарах поднос ҫине юхать. Ку вӑхӑтра пурте лӑпкӑччӗ, е ҫавнашкалтарах туйӑнатчӗ: ултавлӑ пӑлхавҫӑсен суя ӳкӗнӳне начальниксем питех те ҫӑмӑллӑн ӗненнӗ. Пурте шӑпах пулчӗҫ. Вӑхӑт нумай иртмерӗ, ӗнӗк шӑрши пӗрмай вӑйлӑланса пычӗ, вара, Талькавпа Паганельсӗр пуҫне, ытти ҫулҫӳревҫӗсем те пӑшӑрханма пуҫларӗҫ. — Санӑн пурне те пӗлмелле вара, — кулса ячӗ Марьяна. Вӑл, пӗр хускалмасӑр, лӑпкӑ, хушӑран-хушӑран кӑна ӗнчӗ-ахах ҫипне, ҫав сарлака ҫип мӑйне пӑвнӑ пекех, турта-турта ларчӗ. — Коля патӗнче никам та ҫук-и? Пурнӑҫри хӑйсен вырӑнӗсем пӗр евӗр пулни Ромашова чикекен намӑслӑхпа вӑтантарчӗ, леклентерчӗ пулин те, унра ҫаплах темӗнле халиччен нихӑҫан курман тарӑнлӑх, чӑн-чӑн ҫынлӑх-этемлӗх туйӑмӗ те пурччӗ. Кунта ӑна тахӑшӗ ҫанӑран тытса, ун ҫине йӳҫек эрех шӑршипе сывласа илчӗ. Павкӑна ку ҫӗнӗ хыпар ҫав тери хурлантарчӗ. Тӳррипе каласан… Чӑх яшки ҫитермелле те ҫав ӑна! Унӑн пӳрнисем мӗнле хускалнине асӑрхаса тӑрсан эпӗ ҫавӑн пекех шухӑшларӑм. — Хӑш тӗлте пултӑр, хамӑр сак ҫинче. Унӑн мӗн пур чӳречи ҫап-ҫутӑ. Ӑна эпир ещӗк тейӗпӗр, ҫав ешӗкӗн тӑршшӗ, урлӑшӗ тата ҫӳлӗшӗ пӗрер километр. Питӗ пысӑк ещӗк вӑл, унта Мускав хулинчи пурӑнмалли ҫуртсемпе зданисене пӗтӗмпех ҫавӑн пек пӗр ещӗке вырнаҫтарма пулать. Ун ҫырӑвӗсене темиҫе хут вуланӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн начар енӗсемпе айӑпӗсем ҫинчен хӑйне чӗрне хури чухлӗ те хӗрхенмесӗр, чӗри хушнипе ҫырса пынӑ тесех ӗненетӗп эпӗ. Апачӗ ҫине табу хунӑ ҫын пуян пулсан, унӑн вара апатне пырса тӗкӗнме пултарайманнипе ӑна хӑйӗн тарҫисене ҫӑварне хурса памашкӑн хушмалла пулать. Ҫакӑн пек шывсене вӑл картта ҫине ӳкерсе пырать, тин ҫеҫ испанилле шухӑшласа кӑларнӑ сӑмахсемлӗ ячӗсене ӑнланмалла ҫырса илет. — Эх, Фомка! — калаҫма пуҫланӑ Маякин. Кӑштах юратса пӑрахнӑ! Тен, эсир Грассини госпожа ҫинчен калатӑр пулӗ? Пӗр ҫур сехете яхӑн иртрӗ, ӑна хайхи шухӑш каллех, ҫӗнӗрен аптрата пуҫларӗ; каллех вӑл унпа нумайччен кӗрешрӗ, унӑн хӑйне лӑплантарма пӑшалне тата тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхма тиврӗ. Йӗри-тавра ҫуртсем питӗ йӑвӑ лартса тухнӑ пирки, ҫак площадь витӗр ҫӳремелли килхушшие аса илтерет. — Вӑл вӗсене йӗрлесе ҫӳренине пурте пӗлеҫҫӗ… Пӗрремӗш номерпе чӗнтерекен сигнал ку. Павел халӗ те вӗренме пикенет-ха, анчах час-часах е манӑн вӑхӑт пулмасть, е ӑна ӑҫта та пулин яраҫҫӗ. Тӳпери явленисенчен ҫынсене пуринчен ытла тахҫантанпах Уйӑхпа Хӗвел тӗттӗмленни хӑратнӑ. Халь ӗҫ пирки калаҫса илер: эсӗ ман пата «ку хӗлле ӗҫсем япӑх пыраҫҫӗ, Хабаровка укҫине те илмеллех пулать», тесе ҫыратӑн. Вара вӗсем хулана ҫитичченех калаҫмарӗҫ. … Воропаевпа Гаррис хушшинчи тепӗр калаҫу хулари тӗреклетнӗ ҫыран ҫинче пулса иртрӗ. Аудиторие каялла кӗрсен, эпӗ ман тетрадьсене хыҫалти сак ҫине кайса хунине, Оперов хӑй вырӑнӗнче ларнине куртӑм. Алӑ пусни айӗнче тата тепӗр ҫын алӑ пуснӑ, анчах саспаллисем вӗтӗ пирки, тӗттӗмленсех пыракан кун ҫутинче, ӑна уйӑрса илме йывӑр. Пилӗк минута яхӑн иртрӗ; чӗрем хыттӑн тапать, анчах шухӑшӑм лӑпкӑ, пуҫӑм сивӗ, хамӑн чунӑм чипер Мерине пӗр хӗлхем те пулин юратнине мӗн чухлӗ шырамарӑм пулӗ, ҫапах та манӑн тӑрӑшни кӑлӑхах пулчӗ. Бляхин паллӑ мар ҫынччӗ. Ҫӳллӗ чӳречесем витӗр зала тӗксӗм ҫутӑ кӗрет, тул енчен кантӑксем тӑрӑх юр пӗрчисем шӑваҫҫӗ. Анчах пурпӗр Джим ҫинчен пӗлтермеллех-ҫке! Тӑхтама юрамасть. Чӑнах та, хӑш чухне эсир ача пекех туйӑнатӑр, калаҫасса вара пурнӑҫ курнӑ карчӑк пекех калаҫатӑр. Юрать-и? Урамра туртма юрамасть, атя, ман патӑмра килте туртӑпӑр, — терӗ. Жухрай ҫак кунсенче нимӗн те канӑҫ пӗлмерӗ. Часрах ӗҫе тытӑнмалла. Ача хӑмаҫ минтер пичӗ ҫинчен шуса аннӑ та, кӑвакскер, ҫап-ҫараскер, кӗҫҫе ҫинче выртать, кӗпи май патнелле хӑпарса кайнӑ, кӳпӗннӗ хырӑмӗ тата кӗсенлӗ урисем курӑнса тӑраҫҫӗ, аллисене темле пилӗкӗ айнелле чиксе хунӑ, вӑл хайне ҫӗклесе хӑпартма хӑтланнӑ темелле. Чӑтмалла мар шӑп пулса тӑнӑ храмра. Ҫав кунсенче пурӑнма йывӑр пулнӑ. Лиденброк профессорӑн чӑн-чӑн тӑван шӑллӗ пулнӑ пирки, эпӗ пӑртак шикленкелесе пырсан та, ҫут ҫутҫанталӑка вӗренмелли темӗн пысӑкӑш кабинетри пек пухӑнса тӑнӑ минералогин паллӑ пуянлӑхӗсене интересленсех сӑнаса пытӑм. Ҫакӑнпа пӗрлех тата эпӗ Исландин пӗтӗм геологи историне те тепӗр хут аса илтӗм. — Юрӑхлӑ-и? — Пустуй сӑмах! — терӗ комендант, — кунта пирӗн нумайранпа ӗнтӗ нимӗн те илтӗнмест. — Юратмастӑп ҫавна… — тенӗ Фома кӑмӑлсӑррӑн… — Кӑна эсир ахалех шухӑшлатӑр. Кмет алӑк патнелле утрӗ. Раштав ячӗпе юрлама тухнӑ ушкӑнсем, каччисем хӑйсем тӗллӗн, хӗрӗсем хӑйсем пӗр урамран тепӗр урама васкаҫҫӗ. Апла пулсан, эпӗ арҫын, эсӗ — хӗрарӑм, ҫапла-и? Лушка ҫакна чӗрре кӗрсе мар, шӳтлесе каларӗ, анчах вӑл хӑй юратнӑ ҫын ҫавнашкал пулнӑшӑн кӳренни уҫҫӑнах палӑрчӗ. Э? Виле тӑпри тавра лартса тухнӑ тӗкмесем хушшине шӑпа хуранӗсемпе чул татӑкӗсенчен эрешлесе тунӑ мӑйҫыххисем ҫакса тултарнӑ. — Пырас килмесӗр. Паллах, пыратӑп! Муратлийский хӑй курса-чӑтса ирттерни ҫинчен каласа панине Огнянов пӗр пӳлмесӗр итлесе тӑчӗ. Шӑтӑк майӗпен пысӑкланчӗ, унтан сывлӑш кӗчӗ, хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркисем ӳкрӗҫ. Ҫынни вӑл чипер ҫынах-ха, шухӑшламашкӑн та ӑсӗ ҫитет, туйӑм тени кӑна ҫук, ҫапах та вӑл, пыра киле, ыттисемпе пӗрле ҫӗкленсе кайса, мӗн пулассине чунӗпе шана пуҫларӗ. Каллех куҫҫуль, юлашкинчен — ҫураҫу. Шӑп ҫак вӑхӑтра Алексее такам ятпа чӗнчӗ. Унсӑр пуҫне, сулӑпа юханшыв тӑрӑх аннӑ чухне вӑл хӑйне хӑнӑхнӑ вырӑнта пек туйса тӑрӗ. — Андрей чарӑнса тӑчӗ. Хӑямата сире! Маттур моряк харсӑр ачана юратса пӑрахнӑ, Сан-Францискӑна таврӑнсан, ун ҫинчен хӑйӗн хуҫине Джемс Уэлдона каласа панӑ. Вӑл хӗпӗртесе кайнӑ, тӑлӑп ҫухине тавӑрнӑ та тӑрӑшса итле пуҫланӑ, анчах тем пек итлесен те нимӗн те илтӗнмен, — ҫил вӗрнипе турта ҫумӗнчи тутӑр вӑр-вӑр вӗҫсе тӑни тата юр ҫуна хупӗ сумне ҫапӑнса ҫӑтӑр-ҫатӑр туни кӑна илтӗннӗ. Татаринов капитанӑн пурнӑҫне вуласа пӗлнӗччӗ эпӗ, юлашки страници ҫеҫ хупӑннипех тӑратчӗ-ха. Ҫакна асра тытма ыйтатӑп: законсем пӑрахӑҫа тухман! Хӑвӑрт тӗттӗм пулса ҫурҫӗр иртрӗ. Титокӑн ырханкка та ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ арӑмӗ пӗчӗк лахханран пӑрушне шӑварса тӑрать. Коммунистсем вӗсем — хамӑр йӑхран тухнӑ ҫынсем, хамӑр ҫынсем темелле, хамӑр ҫӗр ҫинче ҫуралса ӳснӗ, лешсем вара, шуйттан пӗлет-и, темле чӗлхепе калаҫаҫҫӗ, пурте мӑнкӑмӑллӑ ҫӳреҫҫӗ. Хӗвел те анчӗ ӗнтӗ. Ух, кураймастӑп! Эпӗ — хыт кукар мар. Вӑл манӑн аттене пӑсрӗ. Укҫа усрамалли хӗрлӗ шкатулки пушӑ тесе тупа тусах ӗнентерекен Антон Пафнутьич суя суйса ҫылӑха кӗмен-мӗн, — шкатулки чӑнахах та пушӑ пулнӑ; ун ӑшӗнче упраннӑ укҫийӗ юлашки вӑхӑтра хуҫа хӑй хӗвне ҫакса янӑ сӑран енчӗке куҫнӑ иккен. Илтрӗн-и, паҫӑр господин мӗн каларӗ? Акӑ вӑл — философи! Энрико, вара ман ҫинчен Болла каланӑ, терӗҫ. Яков вӗсене: пирӗн тӑшмансем — хура юнлӑ ҫынсем, тесе каланине илтнӗччӗ, анне хӑй умӗнче кил-ҫуртра ҫав ҫынсене асӑнма та чарнине астӑватӑп. — Герцеговинсем вӗсем хӑйне, эпир — хамӑра; эпир тамӑк варӗнче пурӑнатпӑр; кӑшт хускалсанах пурсӑмӑра та касса ваклаҫҫӗ. Сасартӑк — шавлӑ пӳлӗмӗн алӑкне хупса лартнӑ пек — вилӗм пырса ҫитрӗ. — Мускав! — шухӑша кайнӑ пек сӑмах хушрӗ Андрей та, боецсем пӗртак шӑплансан. — Ку сирӗн паспорт… аван — рекомендаци хучӗ, малалла пӑхар — хӑҫан ҫуралнине кӑтартакан хут, пит аван. Тепӗр чухне ун патне пӗтӗм кӗпӗрнерен пырса тулнӑ, ҫынсем вара килте вӗрентсе хатӗрленӗ музыка ҫемипе Рим ҫуртисем ҫатӑртатса ҫунакан ҫуртра ташланӑ, хавасланнӑ; халӗ те ӗнтӗ боярӑн пушанса юлнӑ ҫурчӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чухне пӗр карчӑк ҫеҫ мар иртнӗ вӑхӑта, иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑха аса илсе ассӑн сывлать пулмалла. Тарҫӑсем те, вӑл хӑйсенчен тӑрӑхланӑ пулин те, ӑна иленнӗ. Вӗсем ку ҫын ҫапах та улпут мар, хӑйсен хӑраххиех пулнине туйнӑ. Дуняша унпа хавассӑнах ихӗрнӗ, ун умӗнчен «путенелле» чупса иртнӗ чухне темӗн каласшӑн пулнӑ пек, ун ҫине куҫ хӳрипе пӑха-пӑха илнӗ. Петр та, хӑйне ҫав тери юратакан айван ҫын, ӗмӗрех ҫамкине картлантарса ҫӳрекенскер, мӗнпур тивӗҫлӗхӗ те — шутлӑн пӑхма, сыпӑкӑн-сыпӑкӑн вулама, хӑйӗн сюртукне час-часах щёткӑпа тасатса тӑма пултарнинче кӑна пулнӑ этем те, Базаров хӑй ҫине пӑхсан ирӗлсе ҫуталса кайнӑ; улпут килӗнчи ачасем «тохтур» хыҫҫӑн йытӑ ҫурисем пекех чупнӑ. Карттӑна Элен умне сарса хучӗҫ, вара пурте Паганель ӑнлантарса панисене итлеме хатӗрленчӗҫ. — Юрӗ, — терӗ комендантша, — ҫапла пултӑр, Машӑна ӑсатӑпӑр. Анчах мана ӑсатасси ҫинчен ан тӗллен те: каймастӑп. — Юрӗ, юрӗ, Софрон, — терӗ ӑна хирӗҫ Аркадий Павлыч, кула-кула, — кунта та питӗ селӗм. Пӗр каҫхине, Клош-Кван пуҫлӑхӑн пысӑк ҫуртӗнче канашлу пулса иртнӗ чухне, Киш хӑй ашшӗне хунӑ хастарлӑхпа харсӑрлӑхне кӑтартнӑ. Вӑл мана ӑҫта та пулин кӗтесре вӗрентсе хӑтланатчӗ: — Пӗлес тетӗн пулсан, пирӗн хушӑра чи пысӑк вӑрри — каменщик Петруха пулать; вӑл нумай йышлӑ ҫын, сӗмсӗрскер. Ҫапла-и? — Ҫу-ук, тавтапуҫ, — именмесӗр ответлерӗ вӑл, халӗ ӗнтӗ Воропаев ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса. Кимме хум ҫӑмӑллӑнах хӑйӑр ҫине тӗксе лартрӗ. Хапхана тепӗр хут шакканине пӑхмасӑрах вӑл вите патнелле чупрӗ. Парсамӑр пире чул чӳлмек! — Мӗнле, хӑй лайӑх ҫын-и хуть вӑл? Андрей, аран-аран ҫӗкленсе, кӳпченӗ куҫӗсемпе йӗри-тавра пӑхкаласа илчӗ. Ҫакӑн пек ӗнтӗ вӑл таврари ҫӗршер ҫухрӑмри халӑха хӑратса тытса тӑракан монарх — негрсен монархӗ. Айӑп ан ту мана, эпӗ хамӑн пӳлӗме каятӑп, — терӗ вӑл. — Манӑн та лассо ывӑтма вӗренес килетчӗ, — терӗ ҫамрӑк креолка, — анчах вӑл хӗрарӑм ӗҫӗ мар, теҫҫӗ. Ухмаха ерни! — Аллисене мӗншӗн ҫыхман? — Ҫук, халь хӑвӑр каланӑ сӑмахсем хыҫҫӑн, эсир вырӑс мар! Вара, карчӑксем ҫине пӑхса ал сулчӗ те, лешсем кӑшкӑрашма чарӑнчӗҫ. Догматӑн чӑн-чӑн текстӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Тӗрӗс ӗненекенсем пурте ҫӑмартана ҫӗмӗрме лайӑхрах пуҫӗнчен ҫӗмӗрччӗр», тенӗ. Анчах пурпӗр ку мана канӑҫ кӳреймест, совеҫ мана ҫине-ҫинех ҫапла калать: «Вӑл тухса тарнӑ ҫын иккенне эсӗ пӗлнӗ-ҫке, мӗншӗн кимӗпе ҫырана тухса кама та пулин пӗлтермерӗн?» Пӗр тӑпри ҫинче ларакан хӗресӗ пӗчӗкҫеҫ, хӑй ҫумӗнчи хурӑн тункатинчен, ҫу каҫа ҫӗнӗ хунав кӑларнӑскертен, кӑшт ҫеҫ ҫӳлӗрех вӑл. — Вӑт, аван. — Анчах та ун ҫинчен мана кӗнеке мар, хам укӑн-кунӑн куркаланисем те мар, пурнӑҫ хӑй ак ҫакӑн пек калать пулсан — хӑрушӑ! — Анчах пӗлетӗр-и, мӗн пырса кӗрет ман пуҫа? Уйрӑм ҫырла сӗткенӗсенчен хатӗрленӗ ҫав тӗрлӗ шывсене эпир савӑнма, ухмахланма, кичем шухӑшсем ҫинчен манса кайма, хамӑрӑн пурнӑҫра кулленех пулакан йывӑрлӑхсем ҫинчен манса кайма ӗҫетпӗр. Тӗрӗссипе каласан, вӗсене ӗҫнӗ хыҫҫӑн эпир вӑйсӑрланатпӑр, ҫемҫе кӑмӑллӑ пулатпӑр, хуйха ӳксе пӑшӑрханатпӑр, чирлесе каятпӑр. Ҫапла пулсан та эпир тытӑнса тӑма пултараймастпӑр: кӗске вӑхӑтлӑха та пулин савӑнӑҫлӑ пулас тата нимӗн ҫинчен те шухӑшлас мар тесе, эпир темле шывсем ӗҫме те хатӗр. Эсир ӑна хӑвӑрӑн пӑшала парӑр, — терӗм. Эпӗ чирлесе, ӑсран тухнӑ. — Гайнан!.. — кӑшкӑрчӗ вӑл, пуҫне минтер ҫинчен ҫӗклесе. Николай Антоныч чӗнмерӗ. Лось ун ҫинелле тӗксӗмленнӗ курӑмпа тӗмсӗлнӗ. Вӑрманӗ нӳрӗ вырӑнта ӳссе ларнӑ. Анчах, мӗншӗн-ха ку шӑмӑсем ҫакнашкал тӗлӗнмелле выртаҫҫӗ? — Апла пулсан, мӗн мур тума чӗнетӗр пире ун патне? Эпир аяларах аннӑҫемӗн сывлӑш ҫӑраланса пырать, ракета та майӗпенрех пыма тытӑнать. Нургалей тӳссе тӑраймарӗ, вӑл хӑй пулемётран ҫунтарма тытӑнчӗ. — Ҫапла, сан шутпа ҫук, эпӗ акӑ пур тетӗп. — Ҫуркунне мӗнле килессине пӗлмесӗрех, епле эсӗ мана плуг пуҫне мӗн чухлӗ сухаламаллине малтанах палӑртса пама пултаратӑн-ха? — кӑшкӑрса ячӗ виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ те патмар кӗлеткеллӗ Агафон Дубцов, Давыдов ҫине сиксе ӳксе. Пысӑк вӑрмансемсӗр пуҫне кунта пӗчӗк вӑрмансемпе катасем те пур. Ҫамрӑк ҫынсем Инсаров кунтан хӑҫан куҫса каймалли ҫинчен калаҫса килӗшрӗҫ. Лӑп кӑна канса ҫывӑрам ӗнтӗ… мӑшкӑл ан кӑтартӑр, тархасшӑн. Боровина ӗлӗкрех чӑнах та, чугун ҫул компанийӗн аллинче пулнӑ, ҫавӑнпа ун чухне ытти тӗнчепе ҫыхӑнасса, ӗҫме-ҫиме турттарса пырасса, малашне ҫӗршывӗ те аталанса каясса шанма пулнӑ-ха. Давыдовпа Шалый хӗвел аниччен тимӗрҫ лаҫҫинче пулемета салатса пуҫтарчӗҫ, ҫу сӗрчӗҫ. Сирӗнпе пӗрле эпӗ хам та пыратӑп; унта манӑн шалча пур, — шалча мар-тӑк, кӗреҫепе те тӗксе пыма пулать. Тӳлек. Аллине чӗри тӗлне тытса ахлатса та илчӗ вӑл, тӳррипех каларӗ, эсӗ манпа йӑпанма килӗшмесен, тем тума та, шыва сикме те хатӗр, терӗ; чунӑма тӳрех тамӑка яратӑп, тесе те пӑхрӗ. — Ӑҫта эсӗ? Вӑл кунта ӗнер ҫеҫ килнӗ, ҫапах та виҫӗ старикпе ятлаҫма ӗлкернӗ те, лешсем, имӗш, унран малтан ваннӑна ларасшӑн пулнӑ пулать. Урӑх нихҫан та сасӑламастӑп терӗм. Аслӑ турӑ!» Паллах ӗнтӗ, Савельич пирки иккӗленмелли те юлмарӗ, вӑл чӑннипех калать. Ахалех эпӗ ӑна шанмасӑр ӳпкелешсе кӳрентертӗм. Ун чӗрине хускатма пӗлсен, вӑл сана хӑйӗн юлашки пурлӑхне те парать, пуҫне хума та хатӗр пирӗн хӗрарӑм! Вӑл ухмахла ыйтрӗ: — Неушлӗ манахах пулас тетӗр? Николай тӑхӑр сехетре службӑна тухса каять, амӑшӗ пӳлӗмсене тирпейлет, апат пӗҫерет, ҫӑвӑнать, таса платье тӑхӑнать те, хӑйӗн пӳлӗмӗнче ларса, кӗнекесем ҫинчи картинӑсене пӑхать. Сасартӑк лаша пат чарӑнса тӑнӑ, хӑйӗн умӗнче темӗскер ырӑ мар япала сиснӗ курӑнать. Ирхи апат ҫимесӗрех тусем ҫинче чупса ҫӳрерӗн-и? Ыйтса пӗлме ирӗк парсамӑр, ҫӳрет-ши ҫавӑ… мӗнлеччӗ-ха вӑл… Мануйлиха ятлӑччӗ-и тем?.. Ҫӳрет-ши вӑл хӑҫан та пулин чиркӗве? Сӑмах кӗтмен ҫӗртенех урах майлӑ ҫаврӑнса кайнипе тӗлӗнсе, эпӗ чӗнмерӗм. Планпа пурте килӗшеҫҫӗ-и? — тесе ыйтрӗ. Карниза кӗмелли вырӑн Лосьран инҫех мар. Иртен пуҫласа каҫченех ҫаврӑнкаласа ҫӳретӗп. Рахманлари ҫыннисем пӑлхавҫӑсем ӑҫтарах вырнаҫса тухнине те тӗплӗн пӗлеҫҫӗ иккен, унта мӗн чухлӗ ҫын тӑнине те ыйта-ыйта пӗлнӗ. Пӗлӗчӗ тӗксӗм кӑвак. Тепӗр самантран перрон вӗҫне те тухатпӑр. Вӑл пурнӑҫпа вилӗме алӑра тытакан ҫын; вӑл гильотина хуҫи. Бенедикт пиччен ахаль те Гаррис ҫумӗнче ним ӗҫ те пулман, халь вара пушшех, мӗншӗн тесен ӑна ун пуҫӗ ҫине йӑтӑнса анма пултарнӑ чи пысӑк хуйхӑсенчен пӗри пырса ҫапрӗ. Вӑл сиввӗн те асӑрхавсӑр пӑхсассӑн лайӑхрах пулӗ тенӗ те ҫапла тума хатӗрленсе тӑнӑ. — Ҫапах та эсӗ вӑрлама ан ҫӳре! Эпир Жухрай валли укҫа тата ӗҫе кӗме мандат хӑваратпӑр. Капитан, марселӗн пирвайхи рифне илтерме хушас тесе, яхтӑн хуҫине пӑрахса хӑварчӗ. Ҫук, эпӗ чӗре ҫурӑлнипе вилетӗп. Эпӗ, сӑмах тупмалли меслете шыраса, вӗсен тавра ҫӳреттӗмччӗ, сасартӑк доктор Ливси мана хӑй патне чӗнсе илчӗ. Ачасем сарлака юман ҫулҫисемле шӗшкӗ ҫулҫисенчен хӑйсем валли куркасем турӗҫ, — тискер вӑрманти илӗртекен япаласемпе тутлӑланнӑ шыв кофе вырӑнне питех аван каять, терӗҫ вӗсем. Ҫул хыттине урисемпе чухласа, вӑл ҫул кукӑрӑлнӑ майӗпе хӑш чух сылтӑмалла, хӑш чух сулахаялла пӑрӑннӑ. Ҫил те, юр та вӑйлансах кайнӑ пулин те, маяксем курӑнса пынӑ: хӑш чух сулахай енчен, хӑш чух сылтӑмран. Апостолӑн ҫурӑмӗ тӑрӑх сӳ-ӳ туса кайрӗ, хӑй ҫапах та чӳрече патӗнчен пӑрӑнмарӗ, вилнӗ ҫын пӑхса тӑни ӑна вырӑнтан та хускатмарӗ. Протезсене нӑтӑртаттарса, халӗ ӗнтӗ туйи ҫине йывӑртараххӑн тайӑнса, самаях ывӑннӑ Мересьев Горький урамӗпе тӑвалла утса, таврара бомбӑсем ӳкнипе пулнӑ шӑтӑксене, ҫурӑлса кайнӑ ҫуртсене, ваннӑ чӳречесене курма ӗмӗтленсе пычӗ. Ҫапла, Санина пӑртак лайӑх мар тата намӑс пулчӗ… анчах, тепӗр енчен, мӗн тумаллаччӗ-ха унӑн? Кантӑка пӗр Артём ҫеҫ шаккама пултарнӑ. Ҫук, тусӑмсем, халӗ эсир мана илӗртсе кӗртеймӗр, эпӗ текех сирӗн ухмахла хутӑрсене куҫарса ҫырса лармӑп! Унтан: «Питӗ тӗл перет — арестленӗ чухне асӑрханас пулать», — тесе хушса хунӑ. Гордеевпа Ежов вӑрҫмассерен, вӗсене вӑл килӗштерме тӑрӑшнӑ. Пӗрре ҫапла, шкултан киле кайнӑ чух, вӑл Фомаран:— Мӗншӗн эс Ежовпа вӑрҫатӑн? — тесе ыйтнӑ. Икӗ эрне хушшинче Гремячий Лог хуторӗнче нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ: йӗтӗм хутора ҫав тери хытӑ тӗлӗнтерсе, Марина Пояркова Демид Молчуна хӑй патне киле кӗртрӗ, упӑшка турӗ. Артподготовка ҫав тери вӑйлӑ, нимӗҫсем полкӑн пӗтӗм участокӗ ҫине персе тӑраҫҫӗ пулмалла. Ҫапах та, «Испаньола», — чаплӑ судно пулнине сивлеме никам та хӑяймасть. Пире Фока диванлӑ пӳлӗме ертсе кӗчӗ те вырӑн сарса пачӗ, кунта пурте — тӗкӗр, ширмӑсем, кивӗ йывӑҫ турӑш, шурӑ хутпа ҫыпӑҫтарнӑ стенан кашни тикӗсмарлӑхӗ — асапсем ҫинчен, вилӗм ҫинчен, текех нихҫан та пулми япаласем ҫинчен калаҫҫӗ. — Документсем, документсем вӗсем, сӑн-пуҫ вара, сӑн-пуҫ, — тӳркессӗн тавӑрчӗ те Разметнов васкамасӑр пирус чӗркеме пуҫларӗ. — Ытлашши тӗлӗнме кирлӗ мар, Крэнкбиль. Эсӗ ӑна ӗҫлекен ту ҫеҫ.. Яхта ҫинче пыракансем: хуҫи хӑй, унӑн ҫамрӑк арӑмӗ Элен Гленарван, тата хӑйӗн ашшӗпе пӗр тӑванӗн ачи майор Мак-Набс пулнӑ. Маша шӑппӑн савӑт-сапа ҫӑвать, акӑ чӑлха саплама пикенчӗ, — куҫӗсене ҫӗклемест. Халех вӑрлӑх фончӗ тумалли ҫинчен райком панӑ директивӑна илнӗ-и эсӗ? — Курмастӑн-им вара? — Мӗнле кирлӗ, шӑп ҫавӑн пек, — терӗ Юргин, Андрей окопӗнчен тухса. Ҫак самантра вӑл окопа, ку окопран пеме меллӗ-ши тесе, виҫкелесе пӑхнӑн-мӗн. Пӑхаҫҫӗ пӗр-пӗрин ҫине ҫӑварӗсене карса, айванла… Санӑн шӑлна мӗн пулнӑ тата? Ҫав тери аякри курӑнать… Пӑхатӑн-пӑхатӑн та, ах, тӗлӗнмелле! Тавлашнӑ-тавлашнӑ та ҫапӑҫма кӗрсе кайнӑ; Ҫак паттӑрла ӗҫсен тӗп геройӗсем малтанласа Зухин, курс вӗҫӗнче — Семенов пулчӗҫ. Юлашки вӑхӑтра Семенов ҫине пурте темле сехӗрленнӗ пекрех пӑхрӗҫ, сайра хутран тепле майпа вӑл лекцине пырас пулсан, аудиторинче хумхану палӑратчӗ. Хӑй ӗҫсе иртӗхсе ҫӳрессине Семенов шӑпах экзаменсем пуҫланаспа ҫав тери тӗлӗнмелле майпа тӑруках пӑрахрӗ, ҫакна эпӗ хам Зухин пӗлӗшӗ пулнӑран пӗлтӗм. Ку акӑ мӗнле пулчӗ. Пӗррехинче каҫпа, эпир Зухин патне пухӑнса ҫитсен, тетрадьсем ҫинелле ӳпӗннӗ Оперов, ывӑс ҫинчи шӑн ҫуртасӑр пуҫне, бутылка ӑшӗнчи шӑн ҫуртӑна та хӑй ҫывӑхне куҫарса лартрӗ, вара физикӑпа вӗттӗн ҫырса тултарнӑ тетрадьсене ҫинҫе сасӑпа вулама пуҫларӗ, шӑп ҫав вӑхӑтра пӳлӗме хуҫа арӑмӗ кӗчӗ те Зухина такам ун патне ҫыру илсе килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Зухин тухрӗ те кӗҫех каялла таврӑнчӗ, хӑй пуҫне уснӑ, сӑнӗ шухӑшлӑ, чӗркемелли тӗксӗм хут ҫине ҫырнӑ уҫӑ ҫыру тата вуншар тенкӗлӗх икӗ хут укҫа тытнӑ вӑл. Грэй тинӗс ӗҫне тӑрӑшса вӗренме тытӑнчӗ. Халӗ вӑл пӗр чаплӑ та лайӑх тунӑ суднона тепӗр ҫынпа пӗр пайра тытса тӑрать тата штурман пулса ӗҫлет. Челкаш малалла уттарчӗ, ӑна пурте лайӑх пӗлсе тӑракан ҫынна тӗл пулнӑ пек йышӑнса илеҫҫӗ. Айртон пур ыйтусем ҫине те ответ парса пырать. Чӑнах та шыва пит перекетлӗ тыткаламалла пулчӗ. (Скайльс вырӑссен куҫӗсенче ҫав хӗлхеме тахҫанах асӑрханӑ, ҫавӑн пирки статйисенче пӗрре мар палӑртса хӑварнӑ: «…Вӗсен куҫӗсенче пайӑрлӑх ҫукки, тытӑнкӑсӑрлӑх, пӗрре йӗкӗлтев, тепре татӑклӑ хӑюлӑх, тата, юлашкинчен, хӑйне ҫӳлерех тытнин ӑнланмалла мар кӗретлӗхӗ, — ҫӗнӗ ҫынна ҫакӑ кулянтармаллах витӗм кӳрет».) Парӑшшӑн тӳлемен, тата нумай пулмасть аллӑ шаршан вутӑ илнӗччӗ… Кирек кам тем каласан та, ҫут тӗнчере ҫакӑн пек ӗҫсем пулаҫҫӗ; сайра, анчах пулаҫҫӗ. Мӗншӗн тав тӑватӑн? — терӗ. — Апла пулсан, мӗншӗн ирӗке тухмастӑн-ха? — Эппин, — терӗ Йото, — эп каларӑм хама: конака кайса пӗлтерес пуль, Марко бай хамӑн кӳршӗ-ҫке, вӑл инкек курать пулсан, епле ун хутне кӗрес мар, терӗм. «Ҫук» тенӗ Луиза тата «нихӑҫан та» тесе хушса хунӑ. — Унӑн лаши хапха умӗнче-и? Ӗнер ман пата пӗр темле шанчӑксӑр ҫын пычӗ те: «эсир вырӑс-и?» тет. Кун пек тума пултаракансем, тӑванӑм, питӗ сахал! «Иезуитсен библиотеки тӗрӗс-тӗкелех-и? Ку тӗлӗшпе нумай-нумай тӗлӗнтермешле те кулӑшла легенда хывӑннӑ. — Хӑҫан каять вара дилижанс? Вӑл сӑмсипе сывлӑша туртмасть, уттине хӑвӑртлатмасть, кӗҫӗнмест — пӗр сӑмахпа, инҫе ҫул хыҫҫӑн канасса туйса, нимпе те чӑтӑмсӑрлӑхне палӑртмасть. — Куна эсӗ, паллах, манпа паллашман пирки ӗнтӗ. — Ман патӑмра нумай ҫын пулнӑ, пиншер те, — терӗ вал салхуллӑн. «Ҫук, пултараймастӑп; урӑх вӑй-халӑм ҫук… — терӗ вӑл, тӑрсан-тӑрсан. Паляныця малалла ярса пусрӗ, хӗҫҫине йӗннинчен хуллен тапратрӗ. — Прохошка. Участока мӗн тума пырса кӗрес санӑн? Вӑл тухса кайрӗ. Вӑл Левси, пенси илмест. — Унтах кӗтсе тӑр-ха эсӗ мана, тархасшӑн. «Тен, вӑл ӑнсӑртран вилсе кайнӑ пулсан?.. Чӑн та, йӑвари шыв, майӗпен пулсан та, ҫавах хӑпарать, ун тарӑнӑшӗ ултӑ футпа танлашрӗ ӗнтӗ. Эпӗ хам та илтнӗччӗ ҫавӑн пекрех каланине, майра патша пурӑннӑ чухнех-ха вӑл…» Туртса ячӗҫ. Сире хӑвӑр тем пысӑкӑш сводӑн центрӗнче тӑнӑ пек туйӑнма пуҫлать, вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв талккӑшӗ калама ҫук анлӑн сарӑлса выртнине пӗтӗмпех курса пӗлсе ҫитмешкӗн сирӗн майӗ те ҫук. Ҫав урӑх, лайӑхрах ҫынтан мана тӗрӗсне калама тархасласа ыйтатӑп та ӗнтӗ: ман вырӑнта эсир мӗн тунӑ пулӑттӑр? Кӑмӑла каймаҫҫӗ мана ҫынсем… Вара Ривэра шӗлепкине тӑхӑннӑ та тухса кайнӑ. Бекки чирлесе ӳкнӗ. Кашниех Дубровский ятне асӑннӑ, никам та мар, ҫав ертсе пырать ӗнтӗ ку чӑрсӑр хурахсене тесе, ӗнентерсех калаҫнӑ. — Апла, хушман ҫӗре мӗнле сӗкӗнмеллине кӑтартӑп-ха эпӗ ӑна. Каҫчен вӗсем Гипататуапа Таматеара текен тата икӗ шыв сиккисенчен пӗр хӑрамасӑрах иртрӗҫ. Волошин майор, картӑ илсе, хӑйӗн заместителӗпе комбата юнашар ларма чӗнчӗ. Хӑвӑртрах тарӑр! Мӗншӗн апла иккен? Ваҫили Андрейча икӗ кӗрӗкпе лӑп ӑшах пулнӑ, кӗрт ӑшӗнче тапаланнӑ хыҫҫӑн тата ӑшӑрах туйӑннӑ; анчах ҫавӑнтах ҫывӑрмалла пулассине курсан, унӑн пӗтӗм ҫанҫурӑм сӑрласа кайнӑ. Эпӗ нихӑҫан та унӑн арӑмӗ пулассӑм ҫук. — Халӗ эпӗ сана ҫак паллӑсем хамӑрӑн алфавитри мӗнле саспаллипе тӗлме-тӗл килнине каласа парӑп. Флоринда, часрах буфета чупса кайса мӗн те пулин ӗҫмелли илсе кил. Унӑн пиччӗшӗ тӑпрас ҫинче Эвелинӑпа юнашар ларать. Ухӑпа та ҫӗмренсемпе выляса хӑтланнинчен садри кайӑксем ҫеҫ сиен курма пултарнӑ, кун пек выляса хӑтланни ашшӗн кӑмӑлне савӑнтарнӑ. Анчах пӑртак кайсан, пӗр-пӗрин ҫине тата тепӗр хут вӑрттӑн пӑхса илес килнипе, чӑтаймасӑр иккӗш те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. — Сволочь! — тесе ячӗ шӑл витӗр Половцев, сӑмахне ҫав тери йӗрӗнчӗклӗн сӑрхӑнтарса. Петр тӗксӗм сӑнлӑ та салху тӑрать, унӑн питне хура пӗлӗт хупларӗ, тейӗн. Фома пуҫне ҫӗкленӗ те шухӑшлӑн:— Сирӗн ҫинчен, атте, мансах кайнӑ… Урӑхла каласан: ҫак съезда пӑхса тухма тӑратнӑ Конституци проекчӗн тӗп уйрӑмлӑхӗсем мӗнле-ха? Вӑл пӗртте мухтанса каламан. — Унта эпӗ чиркӳ туприне хураллакана пӗлетӗп. Ямшӑк чуптарма пуҫларӗ, хӑй ҫапах хӗвелтухӑҫнелле пӑхкалать. Учӗсем маттурӑн юртаҫҫӗ. Океанӗ питех лӑпкӑ марри каярахпа палӑрнӑ. Вӑл ытла пысӑккине кура ӑна Аслӑ океан тенӗ. Карттӑ ҫинче халь те вара час-часах: Аслӑ е Лӑпкӑ океан тесе ҫыраҫҫӗ. Павел Петрович ӑна пӗр балра тӗл пулнӑ та, унпа мазурка ташланӑ, ҫав вӑхӑтра ҫак хӗрарӑм пӗр йӗркеллӗ сӑмах та каламан пулин те, ӑна ҫав тери юратса пӑрахнӑ. — Мӗнле чире? — Хӑвӑртрах тупасчӗ, Колчо бай… Лешӗ тепӗр май ҫаврӑнса выртмашкӑн хускалчӗ те суранӗ ытла ыратнипе хыттӑн ахлатса ячӗ. — Чӑт, чӑт, ывӑлӑм! Кӗҫех туятӑп хайхискер: тем, сӑмсана ҫураслах качака шӑрши перет… Раскулачить тунӑ Титокӑн качака таки утӑ сарайӗнче пурӑннине мансах кайнӑ эпӗ, ҫав ылханлӑ чун ҫинчен пачах маннӑ! Пуҫа кӑларса пӑхрӑм та, ку чӑнах та ҫавӑ, Титокӑн качака таки утӑ ҫинче тӗшӗрсе ҫӳрет, шалфей курӑк суйлать, армути тунине мӑтӑртаттарать… Турӑш икӗ енӗпе иккунсем ҫӑкӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче турра кӗл туса ҫӳрекенсем парса хӑварнӑ тӗрлӗрен кулӑшла ӳкерчӗксем курӑнаҫҫӗ. Лётчиксен санаторийӗ, пусса лапчӑтнӑ тӗмескери кӑткӑсем вӗркӗшнӗ пек, ҫынпа хӗвӗшрӗ. Пӗри — пӗчӗкҫӗ, таса тумтирлӗ, типшӗм те илемсӗрскер — ҫула тухса каяканни ҫине ырӑ та ӗшеннӗ куҫсемпе пӑхса ларать. Вӑл тата кӑвакарсарах кайнӑ, лӳппертерех пулса кайнӑ, ирӗлсе пӗтнӗ пек туйӑнать; вӑл мана палламарӗ, ним чӗнмесӗр аяккалла ҫавӑрӑнчӗ те куҫӗсене хупрӗ. — Эсир йӗркесӗрлӗх ҫинчен калаҫатӑр-и вара? — пӳлчӗ ӑна Дантон. Сухалли, тахҫанхи пӗлӗш пек, Яков Лукича куҫ хӗсрӗ: — Хӑй пур-и? Денни уҫҫӑнах Ривэрӑна ылханма пуҫласа ӑна вӑйпа илесшӗн пулнӑ, анчах Ривэра пӑрӑнса пынӑ. Вӑтаҫӗр Африкӑна тӗпчекенсем, сӑмахран, Камерон, ҫырса кӑтартман пулсан, Муани-Лунга пек негр патшисене пытарнӑ чухне мӗн чухлӗ юн юхнине ӗненме те йывӑр. Айртон фургон ларчӑкӗ ҫинчен ҫул тытса пырать, майорпа икӗ матрос унӑн умне ӳкрӗҫ, Гленарванпа Джон Мангльс, ҫулҫӳревҫӗ-хӗрарӑмсене кашни минутрах пулӑшу пама хатӗрленсе, фургонӑн икӗ енӗпе пыраҫҫӗ… Ун чухне вӑл рясӑпа ҫӳренипе, унта пулнисенчен тахӑшӗ ӑна:— Эсир ҫакна корольшӑн тунӑ пулсан, ыранах епископ пулнӑ пулӑттӑр, — тенӗ. Эпир чӑтлӑхсен хушшинчен тухрӑмӑр. Ӗмӗрхи ватӑ хырсем пӗр-пӗринпе пӑлхануллӑн, шӑхӑракан сасӑпа пӑшӑлтатса илчӗҫ, хускалнӑ туратсем ҫинчен типӗ пас ҫемҫен лӑстӑртатса тӑкӑнчӗ. Николай Антоныч пуҫне усса айккинче тӑчӗ. Нина Капитоновна ӑна аллинчен тытнӑ. Сана курасшӑнччӗ — эпӗ ытларикун каятӑп. Математикӑпа экзамен пани Малтанхи вӑхӑтра эпӗ хампа ҫывӑхланма тивӗҫлӗ мар пек туйӑнакан Грапа тата манран тем пирки ютшӑнакан Ивина кӑна паллаттӑм, экзаменсем панӑ май ҫӗнӗ ҫынсемпе паллашрӑм. Анчах тулаш енчен пӑхсан, ӗҫ пӗтӗмпех аван пулса пычӗ. Ача вилӗмӗ ҫынсене ытла пӑшӑрхантармарӗ. Вӗсем, ҫуратма тата вилнӗ ҫынна пытарма хӑнӑхнӑскерсем, ку вилӗм ҫине ҫуралнӑ ҫын пурӗпӗр вилме тивӗҫлӗ пулнӑ пек пӑхрӗҫ. Самолёчӗсем хӗвелтухӑҫнелле иртсе кайрӗҫ, анчах вӑл ҫаплах-ха пӗлӗт ҫинелле сыхлансарах пӑхкаласа, нумайччен итлекелесе ларчӗ. — Лар! — ун аллинчен вӗҫерӗнсе, шӑл йӗререх ответлерӗ ӑна Женя. — Ак тата, господасем, N-ски полкра адъютантпа пулса иртнӗ тепӗр ӗҫ… Пӗтӗмпех йӑлӑхтарса ҫитерӗп эпӗ ӑна, юлашкине те вӗҫертсе ярӑп». — Ара эпӗ пусмастӑп та ӗнтӗ. Мӗншӗн тесен тӗнчери лӑпкӑлӑха та, килӗшӳллӗ пурнӑҫа та искусство парать. Вӑл ҫынсене тулаштарма пултараймасть, вӑл хӑйӗн кӗллипе яланах турӑ патне кӑна туртать. Мӗнле, сӑрине ӗҫетӗр-и? — терӗ обоз офицере, каллех палаткӑран. Ҫакӑн валли упратӑп вӗт эпӗ сире. Вӗсем хӑйсем ҫинчен ҫав тери намӑссӑрла калаҫнине итлеме лайӑх мар пек, темле тӗлӗнмелле пек туйӑнатчӗ. Стойко арӑмӗ, ҫийӗнчи кӗпине тытса ҫурса, сивӗне пуҫланӑ упӑшки патне пырса ӳкрӗ. Ҫакӑншӑн тавӑрас тесе, вӗчӗллӗ мыскараҫӑ, майлӑ саманта кӗтсе илнӗ те, эпӗ пӗр улмуҫҫи айӗнчен иртсе пынӑ хушӑра ӑна лӑс-лӑс силлерӗ. Ҫапла каларӗ те вӑл, йӑл кулса илсе, тепӗр еннелле ҫаврӑнса пӑхса тимӗрҫе курах кайрӗ. Эпир кайрӑмӑр. Вӗсен хыҫҫӑн йӗртсе пыракансен командипе полки-полкипе сурӑхсем утаҫҫӗ. Йытӑсен пӗр взвочӗ хыҫалтан пырать. Тата кӑшт кӑна вӗҫмелле. Вӑл, мӑйӑра питӗ ӑстан катса, ун тӗшшисене пӗр ҫӗре купалать. Вара вӗсене ал тупанӗ ҫине хурать те йӑлтах пӗр-пӗр ачине ҫӑвара хыптарать. Ҫав тӗшӗсене хыпса илме телейлӗ пулнӑ ачи хӑйӗн тутине ырма пӗлмен ӗҫчен амӑшӗн хытӑ алли пырса перӗннине туять. Вӑл алӑран праҫник ячӗпе ҫунӑ тутлӑ супӑнь шӑрши кӗрет. — Кам пулатӑн эсӗ? — гимнастика хӳми патӗнче тӑракан Шарафутдинов ҫамрӑк салтак умӗнче кӗтмен ҫӗртенех чарӑнса, сӑмахсене татса, ыйтрӗ полковник. Эпӗ ҫакна ҫатан хыҫӗнчен йӑлтах курса выртрӑм. Хам каччӑ пулнӑ пулсан-и, тупата, куҫа хупса ҫураҫнӑ пулӑттӑм. Эпӗ хамӑр карап ҫине, тар тата етресем хӑварнине, вӗсене складран илсе хӑпарасси вӑрӑ-хурахсемшӗн нимӗне те тӑманнине аса илтӗм. Ыттисем те ҫак шухӑшах каларӗҫ. Парӑр лайӑхрах! — Сирӗн ҫине пӑхса, эпӗ ҫапла шутларӑм: «Вӑт ҫак ҫын манран та чухӑнрах. Эпӗ сывлама пултаратӑп, унӑн вара ҫак тивӗҫлӗх те ҫук», терӗм. — Тӗрӗс ҫав. — Тусӑм, — терӗ вӑл, — эсӗ маншӑн таса ылттӑн. Эпӗ сана мӗнпур чӗремпе юратман пулсан, саншӑн ҫакӑн пек тӑрӑшнӑ пулӑттӑм, тесе шутлатӑн-им эсӗ? Пурне те тунӑ ӗнтӗ, эсӗ нимӗне те сутӑнмӑн. — Ҫук, ун ҫинчен эпӗ сана калама пултараймастӑп. 10 сехет те 15 минутра якӑра ҫӗклерӗҫ те, пӑрахут Бельта тинӗс пырӗн хура хумӗсене касса малалла хӑвӑрт шӑва пуҫларӗ. — Ҫӗр ҫӑтасшӗ, кам илсе тухса кайма пултарнӑ-ха лашана? Мӗнле пулсан та, вӗсен — батарея, ку пире нумай пулӑшнӑ пулӗччӗ. — Пӗлетӗп, тӑванӑм, сансӑрах пӗлетӗп! — терӗ штабс-капитан. Урӑх ҫынпа арпаштармаҫҫӗ-и? Сирӗншӗн, Макарпа иксӗршӗн, ҫынна вӗлересси те, кушака вӗлересси те — пурпӗрех! Лещенко подпоручик ҫине, йыттӑнни евӗр, парӑнӑҫлӑ, ырӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те, ассӑн сывласа, экипажалла йӑраланчӗ. Хӑйӗн тӗксӗмрех шӗвӗр сухалне пӗрмай якатать, питҫӑмартисене хыртарать, ҫавна пула вӑл мужик сӑнне пачах ҫухатрӗ. Ун аллине лексен — вӗҫернеймӗн, вӑл, ачи, мах памасть пулас, никама та вӗҫертмест, мана тӗл пулсан, икӗ хут тире те сӗвсе илӗ. Штаба таврӑнма иртерехчӗ-ха, эпӗ вара доктора шырама кайрӑм, анчах госпитале мар, унӑн хулари хваттерне кайрӑм. Герцеговинӑри пӑлхав мӗнлерех-ши халь? Ҫутта вӑл нихҫан та хальхи пек уҫҫӑн туйман. Асаплӑх хӗҫ-пӑшалӗ пулса, эпӗ хурлӑх курма тивнӗ ҫынсен пуҫӗсем ҫине ӳкнӗ, час-часах тарӑхмасӑр, анчах яланах нимӗн хӗрхенмесӗр… Хӑнасем камедь йывӑҫҫисен сулхӑнӗнче ларакан хӳшше кӗрсе курчӗҫ. Ҫынсем ҫывӑрса кайнӑ пекех, пӳлӗмре шӑп. — Ара мӗн калаҫса тӑмалли пур, ӗҫсем мӗнле пыни уҫҫӑнах курӑнать, — ассӑн сывласа илчӗ бюро членӗсенчен пӗри, районти милици начальникӗ, яланах тарласа ҫӳрекен ҫутам та тӗреклӗ ҫар ҫынни. Малалла укҫине салатса пӗтернӗ ывӑл ҫӗтӗк тумтирпе, виҫкӗтеслӗ шлепкепе; вӑл сысна кӗтӗвӗ кӗтет, апатне те сыснисемпе пӗрлех ҫиет; хӑй питӗ хурлӑхлӑ, ӳкенӗҫлӗ сӑнлӑ. — Усси ҫук, — тесе мӑкӑртатса илнӗ вӑл. Пит-куҫӗ хӑранипе пӑсӑлса улшӑннӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пушшех салхуланса кайнӑ. Акӑ унӑн манма пуҫланӑ сӑнӗ… Вӗсем хаваслансах илӗччӗҫ, анчах мӗн тӑвӑн-ха? Закон хушмасть… Ҫитменнине тата илӗртӳ матроссемшӗн начар пуласса пӗлтерет… Ан тив ӗнтӗ, ан та ҫӳретӗр вӑл текех вӗсем патне. Тата ҫакна та аса илес пулать: турӑ хушса хӑварнӑ — пит тӑрӑх тар юхтарса ҫӑкӑрна ҫи тенӗ, ҫавна вӑл — пурне те хушса хӑварнӑ, сана та, мана та. Ҫак самантра вельбот «Пилигримран» ҫиле хирӗҫле пилӗк мильӑра пулчӗ. Нумай пӳртсенче хуҫисен чӳрече хупписене хӑмасемпе ҫапа-ҫапа лартнӑ. — Фелим, эпӗ килтӗм, Фелим! — Сэр — терӗм, — эпӗ хамшӑн мар, сирӗншӗн хӑрарӑм. Мана хамӑн пӳлӗме кӗме хушса, Сен-Жером аяла тин ҫеҫ аннӑччӗ, — эпӗ, хам мӗн тӑвасси пирки шухӑшласа тӑмасӑр, урама илсе тухакан пысӑк пусма тӑрӑх чупрӑм. Телескоп Хӗвелӗн пӗтӗм калӑпӑшне пӗр харӑсах илме пултараймасть, ҫавӑнпа та пирӗн куҫа унӑн пӗчӗк пайӗ кӑна курӑнать. Половцев катка ҫине лайӑхрах майлашса ларасшӑнччӗ, анчах катка хупӑлчи ун айӗнчен шӑвӑнса кайрӗ те хӑнтӑр-хантӑр кӗмсӗртетсе ҫӗре персе анчӗ. — Тӑр, теҫҫӗ сана, атя каяр. — Вӑл вилӗ пекех, ҫапах та хӑй чӗрӗ ҫын вара. Ҫӳлте, йывӑҫ тӑррисенче, ҫил кашлать. Унӑн куҫӗ умӗнчен курайман ҫынсен пичӗсем шуса иртнӗ. — Эсӗ сывӑ, эсӗ вилмен. — Эс кирек мӗн кала та, пирӗн вилӗм ҫывхарсах килет, — терӗ пӗри. Эпӗ хамӑрӑн кӗнекесем ҫинчи сӑвӑсене вулама тытӑнтӑм, анчах Дмитриев та, Державин та мана пулӑшаймарӗҫ; пулӑшма мар, вӗсем мана хамӑн пултарулӑх ҫуккине тата ытларах ӗнентерчӗҫ. — Ҫапла вӑхӑт килсе ҫитет, вӑл ӗнтӗ хапха умӗнчех. Эпӗ пусма патнелле ыткӑнтӑм, — мана хирӗҫ ҫӑра тӗтӗм пӗлӗчӗ йӑсӑрланса хӑпарать, картлашкасем тӑрӑх хӗп-хӗрлӗ ҫӗленсем явӑнса шӑвӑнаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах аялта, ҫенӗкре, такамӑн тимӗр шӑлӗсем йывӑҫа кӑшланӑ пекех шатӑртатни илтӗнчӗ. Кунта ҫынсем тытаҫҫӗ, — терӗ Тоня. Эпӗ ҫырантан ҫур миля таран кайрӑм, анчах унта нимӗнле ҫурт-йӗр палли те, пурӑнакансене те тупаймарӑм. Уйра ҫаплах-ха аслати пек хӑватлӑ сӑмахсем янӑраҫҫӗ… Пӗр-икӗ минут хушши ним шарламасӑр иртет, унтан сасартӑк каллех хирӗҫ тавӑрас тесе хыттӑн калать: — Шӑмӑ варрисенченех пырса лектӗрччӗ вӗсене, тӗпӗ те, хупӑлчи те ан пултӑрччӗ вӗсемшӗн, эй турӑ… Унсӑрӑн инкекӗ пӗтӗмпе хамӑр ҫине кӑна тиенме пултарать. — Ак ҫапла: кайрӑмӑр эпӗр — эпӗ, Анисия Егоровна, Ненила, Дунька… — Сӑвӑҫӑсем вӗсем пурте йӗркерен тухнӑ, ӗҫкӗпе супнӑ ҫынсем, — тесе асӑрхаттарчӗ те комендант, сӑвӑ ҫырассине службӑна хирӗҫ пыракан ӗҫ вырӑнне шутласа, тата вӑл ырринех кӑтартас ҫук тесе, юлташла ӑс парса, мана сӑвӑ ҫырас ӗҫе пӑрахма сӗнчӗ. — Тата тепӗр ҫын! — терӗ вӑл шӑппӑн. Савелий, килӗшмесӗр, пуҫне пӑркаларӗ, анчах Яков ӑна хул хушшинчен тытса ҫӗклерӗ те сӗтел патне ҫавӑтса пычӗ. Помещик ӑна хӑйӗн хӗрӗсем патне ертсе кайнӑ. Фома ҫумӗнчи дама пӗтӗмпех хура тӑхӑннӑ тикӗс брюнетка пулнӑ. Вӑл полкри ҫынсене пурне те килӗшме тивӗҫ. Анчах акӑ хыҫҫӑн хӑвалакансем патне тата пӗр юланут хушӑнчӗ — вӑл хӑйӗн хытӑ каякан мустангӗпе пыракан Морис Джеральд. Ҫапла, — тесе хучӗ. Мӗн таран тертлӗ! Ку таранччен вӑл вӗсене хӑй шутланӑ тӑрӑх ӑҫта «Пилигрим» ҫырана ҫапӑнма пултарнӑ, ҫавӑнта шыранӑ. Пичче мана аллипе хӗвеланӑҫнелле тӑсса, таҫта аякра, тинӗс хумӗсем хыҫӗнче курӑнакан сӗрӗм пек шурӑ пӗлӗт евӗрлӗ ҫӗрӗн мӗлки ҫине тӑсса кӑтартрӗ. Пирӗн алӑра карап тата ылттӑн пулсан, хамӑр хаваслӑ кампанипе тинӗсе тухса кайсан, ун чухне эпир мистер Гокинспа мӗнле кирлӗ ҫапла калаҫӑпӑр, вӑл вара ӗҫне кура хӑйӗн тивӗҫне илӗ, — терӗ вӑл. Уполномоченнӑй юлташ ялхуҫалӑхӗнчи ӗҫсене сахал ӑнланать, хӑй рабочи пурнӑҫӗпе пурӑннӑ пирки вӑл плуг хыҫҫӑн утса курман пулмалла, тен, вӑкӑр патне хӑш енчен пырса тӑмаллине те пӗлмест пулӗ-ха. Пӗр каҫхине кантура пырсан, Артамонов, ҫав ача урайне тӑкса янӑ чернила ҫӗҫӗпе хырса, йӗпе кипке татӑкӗпе ҫуса тасатнине курчӗ. Чӑнах та, вӑл ерипентерех утма пуҫларӗ, сӑнӗ лӑпкӑрах. Анчах, пирӗн телее кура, вӗсем пурте шӑтӑкӑн тепӗр енне тухса тӑчӗҫ. — Халӑха ан култар, — тенӗ Андрейӗ, гильзӑсене чӑнкӑртаттарса. Вулӑс крыльци умӗнче чарӑнса тӑрса, пурте таҫта сулахаялла пӑхаҫҫӗ. Хӗвеланӑҫ енчен октябрь ҫилӗсем вӗреҫҫӗ. — Пӗр сӑмах та-и? — Эпӗ пӑхӑнатӑп, синьора, анчах пӗр условипе. Ту ҫинелле, вӑрман патнелле, хӗрарӑмсем утатчӗҫ, кулатчӗҫ те улакаласа илсе юрлатчӗҫ, вӑрӑм носилкасем тытнӑскерсем, вӗсем салтаксем пек туйӑнатчӗҫ. Петр Артамонов тӗрлӗ тӗслӗ эрехсене ним чӗнмесӗр ӗмсе ларнӑ, епрешке, йӳҫӗкрех кӑмпасене чӑмланӑ та, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн пӗтӗм ӳсӗр кӗлеткипе чи кӑмӑла каймалли, хӑрушла вӑйли ҫав ярмаркӑри намӑса пӗлмен, укҫашӑн хӑйне ҫаппа-ҫарамас кӑтартакан, ӑна пула ятлӑ ҫынсем укҫана, намӑса, сывлӑха ҫухатнӑ хӗрарӑмра пулнине туйнӑ. «Мӗн пулчӗ, атте? — тесе ыйтнӑ вӑл тӗлӗнсе, — мӗншен эсӗр ухсахлатӑр? — Эпӗ пурӗ те темиҫе сӑмах ҫеҫ калатӑп! — тесе хучӗ ҫамрӑк ҫын лӑпкӑн. Пузыревский пуҫне комиссар енне пӑрчӗ те аллипе ушкӑн ҫине тӗллесе кӑтартрӗ. — Акӑ кунта полк разведкин ҫурри. Вунӑ тупӑпа пин хут пени пилӗк тупӑпа пин те пилӗкҫӗр хут пенинчен ытларах усӑ парать тесе, вӑл Мон-Дольре май килнӗ таран ытларах оруди лартма шухӑшланӑ. Розӑсене эпӗ ҫапах та чикес тетӗп. Панкова Францири революци кӑмӑла каять. Эпӗ пиччем умӗнче лакей, пичче иртен-ҫӳрен умӗнче лакей, иртен-ҫӳренӗсем Варламов умӗнче лакей, манӑн пӗр вунӑ миллион тенкӗ укҫа пулнӑ пулсан, Варламов ман лакей пулатчӗ. Ҫапла, акӑ вӑл темиҫе хӗрарӑм хӑйсен ӳтне, хӑйсен ачаш ӑшшипе хӑйсен юратӑвӗн калама ҫук пысӑк вӑрттӑнлӑхне кирек кама та паракан вырӑна каять. Лукерья Марийкӑпа юнашар ларчӗ. Ҫапах вӗсене комендатурӑна илсе кайрӗҫ. Каҫпа тин, комендант хушнипе, вӗсене кӑларса ячӗҫ. Мӗнпур хӗрарӑмсенчен пӗр майор арӑмӗ ҫеҫ мустангера сывӑ-и-ха? тесе, кӑмӑллӑн сӑмах чӗннӗ, анчах ун сассинче юри ҫапла ырӑ кӑмӑллӑрах пулма тӑрӑшни палӑрнӑ. — Чиперӗм, чиперӗм, кирлӗ мар!.. Бенедикт пиччене илес пулсан, вӑл хум силленипе америка тараканӗ аптранинчен ытлах аптрамарӗ, пӗтӗм вӑхӑтне вӗсемпе аппаланса ирттерчӗ. Сан-Францискӑри лӑпкӑ кабинетӗнче ларнӑ евӗр, вӑл кунӗ-кунӗпе хӑйӗн коллекцине тӗпчерӗ. Хӑй хӑрама пӗлмен ҫын! — Ташлатӑп. — Маларах мӗншӗн авланман вара? — Каллех ҫавна перет! Бекки тата хӑйӗн ашшӗне ҫак вӑрттӑнлӑха — Том Беккине хулӑран хӑтарса унӑн айӑпне хӑй ҫине илни ҫинчен те — каласа панӑ. Ҫакна илтсен, судьян кӑмӑле татах ҫемҫелсе кайрӗ. Бемки ҫапла тархаслама пуҫланӑ: «Том, ҫавӑн пек лайӑх мар суйса, манӑн ҫурӑм ҫине ӳкмелли хулла хӑйӗн ҫурӑмӗ ҫине илнӗшӗн эсӗ ӑна хытах ан айӑплаччӗ», — тенӗ. Судья вара, питех хавасланса кайса, ҫапла каланӑ: «Вӑл хӑй ҫинчен манса ҫынна ҫӑласшӑн пулнӑ, вӑл суя питех аван суя. Георг Вашингтонӑн чапа тухнӑ тӳрӗлӗхпе, ҫав пуртӑ ҫинчен каланӑ тӳрӗлӗхпе юнашарах, пуҫне ҫӳлелле ҫӗклесе утма тивӗҫлӗ суя пулать», — тенӗ. Яланах эпӗ ӗнтӗ сана хам ӗнсе ҫинче йӑтса ҫӳреймӗп… — Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр. Темле генерал манпа курса калаҫасшӑн-мӗн: ырӑ сунса кӗтетӗп; кӗрет хайхи ман патӑма пӗр вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ этем, хӑй тӗксӗмрех сӑнлӑ, хура ҫӳҫлӗ, сухаллӑ, шӑп та шай Кульнев портречӗ пек; вилнӗ упӑшкун, Иван Андреевичӑн, тусӗ эпӗ, службӑра унпа пӗрле пулнӑ тесе пӗлтерет хӑй; кунтан иртсе каяканскер, унӑн тӑлӑх арамӗ кунта пурӑннине пӗлтӗм те акӑ, ҫула май кӗрсе тухмасӑр чӑтаймарӑм, тет. Аэлита тарӑннӑн сывласа кӑларчӗ. Марья Ивановнӑна тумлан-тарнӑ та, тепрер кунтан, Палашӑпа тата Савельичпа пӗрле, вӑрӑм ҫула ӑсатса янӑ. Хамран ирӗксӗр уйӑрса янӑ Савельич манӑн савнӑ хӗре пулӑшнипе те пулин йӑпаннӑ. Лейтенант конверта шӑлӗпе ҫыртса, ӑна хӑвӑрт-хӑвӑрт чӗпӗтсе уҫнӑ вӑхӑтра вӑл чӗтресех тӑчӗ. Гэнтер, эсӗ хӗвелтухӑҫ енчи стенана илетӗн. — Ах, эс таҫта, манран аякра, чура пек ӗҫленине пӗлме… Ман мӗскӗн ватӑ аттеҫӗм! — макӑрса калаҫрӗ Бат. — Епле ҫитрӗн кунта, Рада? — ыйтса пӗлме васкарӗ Огнянов, ҫӗкленнӗ кӑмӑлне пытараймасӑр. — Эпӗ телейсӗр мар… — ҫирӗппӗн хирӗҫленӗ вӑл. Анчах та ҫакна та шута илес пулать: эсир хӳтӗленӗ дама та — ҫавӑн пекех… — Улпут! — ҫирӗппӗн пӳлсе каланӑ Фома, аллине Ухтищев хулпуҫҫийӗ ҫине хурса. — Эс яланах ман кӑмӑла кайнӑ… халӗ те акӑ манпала пыратӑн… Ступина сӑнарӗнчи ҫак ытарайми кӑмӑллӑхпа илем уйрӑммӑнах вӑйлӑ пулнӑ. Тата урӑххи пӑшӑрхантарчӗ мана. Белогорск крепӑҫӗнчен пачах ҫыру илейместӗп. Ҫулсене пурне те тӑшман тытса илнӗ. Марья Ивановнӑпа пӗр-пӗрне курмасӑр пурӑнни маншӑн тӳсме ҫук йывӑр пулса ҫитрӗ. Пирӗн сад ку! Эпӗ ҫакна ҫеҫ тума хӑйрӑм: аллӑмсене тархасланӑ чухнехи пек тытса, куҫӑмсене хӗвел ҫинелле пӑхрӑм та йӑваш, хуйхӑллӑ сасӑпа ик-виҫӗ сӑмах ҫеҫ каларӑм. Эпир пӗр-пӗр йӗрӗнчӗк пӗчӗк чӗрчуна урапа таптаса лапчӑтас тесе ҫӗре ҫавӑрса пенӗ пек, улӑп мана ан ҫавӑрса петӗр тесе, пӗрмаях хӑраса тӑтӑм. Мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп! Парам сана мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ тӑлӑп! — Манпа? Сасартӑк урапа сасси илтӗнсе кайрӗ те, вӑл ҫенӗх умне ҫитсе чарӑнчӗ: бурмистр пырса кӗчӗ. Ватӑ дворник, чӗриклетекен урай ҫийӗн ишсе кайнӑ пек, аллисене саркаласа ячӗ. Тӑхлачӑ ӗлӗкхи пекех пӗччен пурӑннӑ-ха, Перышкин директор ун патне хӑех пырса каҫару ыйтнӑ иккен, каллех лагере таврӑнма сӗннӗ, анчах тӑхлачӑ килӗшмен, сӗннӗшӗн «тав тунӑ, йӑлӑнасса вара ҫамрӑкранах вӗренмен» имӗш, тесе ҫырать вӑл хӑй ҫырӑвӗнче. Павел месерле выртать, шурӑ минтер ҫинче унӑн хурарах, ҫирӗп кӑмӑллӑ сӑнӗ уҫҫӑнах палӑрать. Ял хӗрринчи килхушшинче икӗ вӑрӑм ҫын, шинеллӗскерсем, ватник тӑхӑнса янӑ пӗр боеца ураран ӳкерчӗҫ те, темиҫе метр хушши Андрей еннелле чупнӑ хыҫҫӑн, карта хыҫне, таптанса пӗтнӗ акаци тӗмисем хушшине ӳксе курӑнми пулчӗҫ. Эх, епле паллатӑп эпӗ ҫакӑн лек шӑплӑха, мӗн ҫамрӑкран кураймасӑр тӑраттӑм ҫакӑн пек хӑйне пысӑка хурса шӑпланнӑ саманта! — Яхӑнне ан пынӑ пултӑр! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл каллех тараса патнелле ҫывхарма пуҫланӑ Дымока, Трубачева тата ыттисене асӑрхаттарса. — Мӗнех вара? Гусев ҫавра тӳпеллӗ лутра пӳлӗме, кухньӑна, ҫитрӗ. — Малтан пӑхсан бизон кайран пӑхнинчен ҫӳллӗрех. — Салтака хӗнени — чыссӑрлӑх, — кӑмӑлсӑррӑн хирӗҫлерӗ халичченех шарламасӑр тӑнӑ Ромашов. Ҫав пӑлхавсене пулӑшакансем — вӑрмансем пулнӑ. Штабс-капитан Михайлов асаилӳсенчен ирӗксӗрех ӗмӗтсемпе шанчӑксем патнелле куҫрӗ. — Ыран ирхине, — терӗ каллех Краузе. Тӳрех хуҫалӑха кӑтартма тытӑнас-и? — Тӗрӗс! — пӳлчӗ ӑна Рыбин. Ну, эпир ӑна лере ҫитсен тепӗр майлӑ ҫавӑрса ярӑпӑр… Ту тӑррисем, йӗри-тавра ирхи ылтӑн тӗтре ӑшне ҫухалса, хисепсӗр йышлӑ кӗтӳ пек хӗсӗнеҫҫӗ те кӑнтӑр енче, Эльбрус тӑвӗн пӑрланнӑ тӑррисем хушшинче, калама ҫук пысӑк шурӑ купа пек курӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хушшинче хӗвелтухӑҫӗнчен юхса килнӗ ҫӳхе пӗлӗтсем шӑваҫҫӗ. Ну, кӑларса тӑк, мӗн ҫинчен калаҫрӗ вӑл халӗ? Эсир тинӗс ҫинче ҫӳренисем, карапсем, капитансем ҫинчен лапӑртатрӑр пулӗ? Вунпӗрмӗш кругра вӑл йывӑрланса ҫитнӗ. Зухинӑн эпӗ туйса тӑракан маттурлӑхӗн илемӗ маншӑн ҫав вӑхӑтра ун кӑмӑлӗнчи кӑлтӑк-сӑлтӑклӑ япӑх енсене хупласа тӑчӗ, ҫакна пула ку япӑх енсем манра аван мар туйӑмсем пачах вӑратмарӗҫ. Килсе тухӗ те ҫавӑн пек… рыцарьла хавхалану, туянмаллипех туянӑн вара сирӗнтен… — Аван-и? — хапхаран тухсан хӑваласа ҫитсе, савӑнӑҫлӑн каларӑм эпӗ. — Халиччен вӑл нихҫан та ун пек пулман. Алексей самолёт патнелле пӗр утӑм турӗ, анчах ҫӗр ҫийӗ урасене ҫунтарать, вӗри плита ҫине пуснӑ пекех туйӑнать. Санӑн аннӳ вулама та, ҫырма та пӗлмен, хутла вӗренмесӗрех вилчӗ. Ҫав тери нумай ҫиҫӗмсем кукӑр-макӑр йӑлтлатса урлӑ-пирлӗ каҫаҫҫӗ; пӗр вӗҫӗмрен аслати сасси кӗрлесе тӑрать: шыв пӑсне пӗтӗмӗшпех вут ҫулӑмӗ хыпнӑ пекех курӑнать; ҫӳлтен персе анакан пӑр пӗрчисем ҫап-ҫутӑ курӑнса пирӗн инструментсемпе приборсем ҫумне пырса перӗнеҫҫӗ; урса кайнӑ тинӗс хумӗсем вут хыпса ялкӑшнӑ пек курӑнаҫҫӗ. Малтан: Поприщин! тесе кӑшкӑрчӗ, — эпӗ пӗр сӑмах та чӗнмерӗм. — Ҫук, ун пек те, кун пек те мар! — тава кӗнӗ ыттисем. Невушлӗ вӑл та ҫывӑрать? Антонина Васильевна, хӗрӗ ҫине куҫҫульпе тулнӑ куҫӗсемпе пӑхса, тавӑрчӗ: — Корчагинсем патне каятӑп. — Робертпа эпӗ, — тет ученый, чеен кулкаласа — хамӑра-хамӑр аслӑ вӑрманта ҫӳренӗ пек туйрӑмӑр. — Пурӗпӗрех! — Ерофей Кузьмич ҫӗлӗкӗпе сулса илчӗ. Вӗсем каштансене ҫурмалла уйӑрчӗҫ, маркиз сухари кӑларса хучӗ, вара иккӗшӗ те ҫав хура пашалуран хуҫа-хуҫа илсе, пӗр куркаран черетпе шыв сыпса, ҫиме тытӑнчӗҫ. Пирӗн ҫулҫӳревҫӗсем апат ҫиме ҫеҫ темиҫе минутлӑха чарӑнкаларӗҫ; вӗсемпе пӗрле пыракан отрядри 10 козак кашни чарӑнмассерен лашисем ҫинчен ансах эрехлӗ йывӑҫ баклашкисене тата тултарса ӗҫмелли кавӑн хупписене салтса илчӗҫ. Вӑл майпен пӳлӗме кӗчӗ те хӑй хыҫҫӑн алӑка питӗрсе хучӗ. Унӑн науки пур, тухтӑрсем пур — вӗсем пӗлеҫҫӗ. «Фронт линийӗ-ши ку вара? Том калама ҫук тӗлӗнсе кайрӗ. Машина майӗпенех Алексее хӑйӗн вӗҫмелли пахалӑхӗсене палӑртса панӑ. Телеграфист такам вилни ҫинчен пӗлтерекен хыпара хуллен ҫырса пырать. Том вырӑнӗ патне чупса пырса, вӑл ҫапла ҫеҫ калама пултарчӗ:— Том! Баррикада мачча патнех ҫитменни хӳтӗленекенсене ун тӑрринчен пеме май парать, ҫав вӑхӑтрах тапӑнакансем те ун ҫине улӑхма пултараҫҫӗ. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ нимӗҫсем пулас пулсан та, кун пек тӗрӗс, шӑп вӑхӑтра килес ҫукчӗ вӑл. Бакенбардӑллӑ господин тулли ӳт-пӳллӗ таса сӑн-сӑпатлӑ ҫамрӑк хӗрпеле ларнӑ. Вӑл, хӗрӗн хулпуҫҫийӗ ҫине уртӑнса, хӑлхаран темӗскер пӑшӑлтатнӑ, лешӗ ӑна хирӗҫ, каҫӑхса кайсах, янӑравлӑн эхӗлтетнӗ. — Мӗн-ха тата, тытӑнса пӑхӑр! — Йӑпӑлтатнине юратать-им вӑл? — ыйтрӗ Лушин. Анчах ҫывӑххи пурте йӳнӗ, хакли — инҫе. Геркулес вӗсене манмасан, Уэлдон миссиса ҫӑлассишӗн вӑл пӗтӗм вӑйне хурасси пирки Дик пӗртте иккӗленмест. Ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсен шӑп та ҫак самолётсем ҫинче вӗҫмелле пулнӑ. — Сирӗн ҫулҫӳрев мӗнле иртсе пычӗ, Джон? — тесе ыйтрӗ вӑл. Фелпссен ҫӗрмамӑк плантацийӗ ыттисен пекех пӗчӗкскер, вӑл юхӑна та пуҫланӑ ӗнтӗ. Пурте кирлӗ, пур япалашӑн та тӗнчере тӳрре кӑларакан сӑлтав пур! Ҫакан хыҫҫӑн эпӗ король майрине йӑлӑнса каларӑм: — Халӗ ӗнтӗ эпӗ, пӗтӗм кӑмӑлтан сирӗн парӑннӑ вассал пулса, сиртен пысӑк ырлӑх йӑлӑнса ыйтатӑп. Курпун Ефимушка та ырӑ кӑмӑллӑ пек те тӳрӗскер пек туйӑнатчӗ, анчах яланах вӑл кулӑшла пекчӗ, хӑш-хӑш чухне тӑнсӑртарах пек, лӑпкӑ ухмахла, ӑсран кайнӑ ҫын пек те туйӑнатчӗ. Вӗсем кӗтеслӗ-кӗтеслӗ ҫӳллӗ бокалсемпе пӑр ҫинче сивӗтнӗ пыллӑ сӑра ӗҫрӗҫ, сӑрине ҫак хӗрарӑм Ольга валли кучченеҫ илсе килнӗ, вӑл янтарь пек, ылтӑн тӗслӗн йӑлтӑртатать, чӗлхене ҫӳҫентерсе чӗпӗтет, вӑл Петра темле хаваслӑ сӑмахсем калама ҫӗклентерчӗ, анчах та калаҫнӑ чухне ҫав сӑмахсене калама май килмерӗ, мӗншӗн тесен шӑллӗ пӗр чарӑнмасӑр, татти-сыпписӗр пакӑлтатрӗ: — Ҫук, Вера Николаевна, эсир сутма ан васкӑр! — Сирӗн пулӑ мар, пыйтӑ тытмалла та ҫав! — тесе хучӗ рабочи. Тӗттӗм пулас умӗн хӗрарӑм ҫакна пӳрте чӗнсе кӗртрӗ, йӑпӑр-япӑрах сӗтел ҫине апат хатӗрлесе хучӗ, чашӑкпала хӑяр-кӑшман яшки лартрӗ, Андрей чӗрҫийӗ ҫине тӗрлесе эрешленӗ тап-таса алшӑлли пырса витрӗ, хӑй, шӑмми шӗвӗрӗлсе тӑракан пит-ҫӑмартине алтупанӗпе тӗревлесе, ӑна хирӗҫ ларчӗ. Ученӑя ватӑлса ҫитсен хӑйӗн тӑван хулинчен хӑваласа кӑларса янӑ, вӑл ют ҫӗршывра вилнӗ. Ҫапла мар-и? — Кама? — ыйтрӗ ним ӑнланман Ольга, супӑньлӗ питне-куҫне ҫӗклесе. Аялалла сикме те хӑрушӑ, ҫӳлелле вӗҫсе улӑхма вара тата та хӑрушӑрах. Негоро камбузран тухса бак ҫинче курӑнса кайсан йытӑ ҫапла хытӑ вӗрме пуҫланине Халл капитан та, «Пилигрим» ҫине юлнӑ матроссем те асӑрхамарӗҫ. Вӗсем пурте ҫуран ҫынсем пулнӑ, Зеб кӗтнӗ ҫын ут утланса килмелле пулнӑ. Вӑл ачашшӑн, хута кӗнӗн кулкаланӑ, сасси ун калама ҫук ҫемҫе пулнӑ… Тӗрме ҫынни пуласси ҫав териех чӑрмавлӑ ӗҫ тесе шутламанччӗ эпӗ! — Уҫӑр! — тем ыйтнӑ пек хуллен илтӗнчӗ сасӑ алӑк хыҫӗнчен. Пуҫӑм та манӑн колхоз тунӑ чухне мар, акӑ халь, ҫак статьяна вуланӑ хыҫҫӑн, ҫаврӑнса кайрӗ… — Ӑҫта каймалла вара? — Вӑл пирӗн нихҫан та тухмасть, ӑна хӑвӑр пӗлетӗр, — ҫепӗҫӗн калать Ситанов. — Тусӑм, часах вуникӗ сехет ҫитет, — терӗ юлашкинчен Джемма. Феничка ытлашшипех пӑшӑрханман, анчах вӑхӑчӗпе вӑл харкашу сӑлтавӗ ҫинчен шухӑшласа асапланнӑ. Ним хӑраман хӑюллӑ ҫын пур-ши тӗнчере? Ах тур, мӗскер калаҫатӑп эпӗ. Пурпӗрех мар-и! Мӗн тери савӑнатӑп эсӗ килнӗшӗн! Сурасчӗ те мӗн пурӗ ҫине, каясчӗ анса таҫталла! Грушницкий княжнапа пӗрле вӑл темӗн ҫав тери хӗрӳллӗн калаҫать; лешӗ ӑна сӳрӗккӗн итлет, веерне тути патнерех тытса, аяккалла пӑхать; унӑн пит-куҫӗнче чӑтӑмсӑррӑн кӗтни курӑнать, куҫӗпе йӗри-тавра такама шырать вӑл; эпӗ, вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине итлес тесе, хуллен кӑна хыҫалтан пырса тӑтӑм. Анчах мӗн тӑвас тетӗн-ха? Ҫавӑн чух эпӗ сана чӗлхесӗр тенине вӑл ӑнланса илеймерӗ вӗт, ҫавӑнпа та эсӗ унпа калаҫма хӑраса ан тӑр. Петя каланӑ тӑрӑх, шуйттансем табак туртма, эрех ӗҫме юратаҫҫӗ, имӗш. Вӗсен пуҫӗ те шӗвӗр, пӗлӗтрен тӑтӑлса аннипе вӗсем хушшинче уксах-чӑлахсем те нумай, тет, иккен. Ҫынсем вара, хӑра-хӑра, ятлаҫа-ятлаҫа саланнӑ. Ҫакӑн пек чух тарса кайни хӑравҫӑ тенине пӗлтернӗ пулӗччӗ. Эпӗ сана хам пата илмелле тӑвӑп тата хӑвна лаша парнелесе парӑп, — терӗ сасартӑк Оленин. Ун ҫинче шупка кӑвак хурталлӑ ҫӳхе платье; унӑн вӑрӑм ҫӳҫ пайӑркисем икӗ питҫӑмарти хӗррипе (акӑлчанла манерлӗ) анаҫҫӗ; ҫӳҫне ҫакӑн пек турани унӑн сивӗ сӑнне килӗшет. Ҫав пӑч-тӗттӗм ҫӗртен ҫап-ҫутӑ хӗвел ҫутиллӗ симӗс айлӑма пӑхса тӑма питӗ интереслӗ: кунта поэзи те темӗнле вӑрттӑнлӑх та пур. — Юрамасть, хыткукар пулас мар тесе вӑрлатӑн вӗт. Сасартӑк туятӑп: темскер чул пек йывӑр япала ман чуна пусса илет, мӗн япала вӑл — хам та пӗлместӗп. Малти пӳлӗмрен иртнӗ чухне эпӗ ӑна аса илтерекен темле япала асӑрхарӑм пулас. Карап ячӗ те ку шухӑша ҫирӗплетрӗ. Терраса варринче Сӑваплӑ Урата выртать, — ҫӗре ҫурри таран кӗнӗ, мӑкпа витӗннӗ. Амӑшӗ сывлӑшӗ пӳлӗннипе чарӑнса тӑчӗ, аллине кӑкри ҫине тытрӗ. — Пӗлместӗп, мӗн калас сана. Чӑн-чӑн этем ун ҫинчен шухӑшламалла мар; чӑн этем вӑл ун ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ мар ҫын, анчах та ӑна е итлемелле, е курайми пулмалла. Хуларан тухсан, вӑл чи малтан Никодим пупӑн камилавкипе кӗрӗкне пӗр тӗм айне пытарса хӑварчӗ. Ҫак вӑхӑтра Денни Уорд хӑйӗн компанийӗпе пырса ҫитнӗ. Санин ӑна лорнеткине пачӗ, вӑл вара, лорнеткине илсе, аллисемпе хӑвӑрт та ачашшӑн ун аллине тытрӗ. Унӑн питҫӑмартийӗсем ҫине пӗчӗккӗнех кӗрен сӑн сиксе тухрӗ; анчах тутисем кулмарӗҫ, тӗттӗм куҫӗсем вӑл тӗлӗннине тата темӗнле халлӗхе паллӑ мар туйӑм хускалнине палӑртрӗҫ. Ҫав самантра тенӗ пекех йывӑҫсем ҫинчен темиҫе арҫын сиксе анчӗҫ те пулӑшма чупрӗҫ, анчах вӗсене хумсем ярса илчӗҫ, ҫавӑркаласа ҫӳрерӗҫ те вӑрманалла — пӗтме илсе кайрӗҫ. * * * Сталин юлташӑн статьи пичетленнӗ хаҫатсем района ҫитнӗ хыҫҫӑн райком Гремячири ячейкӑна сулӑнчӑк юлашкисене пӗтересси ҫинчен ӑнланмалла мар ҫырнӑ пысӑк директива ярса пачӗ. 1793 ҫулта июль уйӑхӗн уяр кунӗнче хӗвел ансан, Бретаньри пӗчӗк гостиница умне пӗр юланутҫӑ ҫитсе чарӑнчӗ. — Мӗн-ха ку? — ирӗксӗрех саспа каларӑм эпӗ, каллех хам пӳлӗме кӗрсен. Иккӗшӗ те хӳшше пырса кӗнӗ. Мӗне тӑрать вӑл Джемма кӑна? Ман ӑс-тӑна нимле паллӑ хӑвармасӑр кӗрсе тухса каякан вӗҫ-хӗррисӗр нумай шухӑшсемпе ӗмӗтсем хушшинче тарӑн йӗр хӑвараканнисем те пулаҫҫӗ; ҫакна пула час-часах, мӗн ҫинчен шухӑшланине астумастӑн пулин те, пуҫра темле ырӑ япала юлнине асӑрхатӑн, шухӑшӑн йӗрне туятӑн, ӑна ҫӗнетме тӑрӑшатӑн. Пахчаран хӑяр татса кил, нӳхрепре турӑх пур, ӗнер кӳршӗ арӑмӗ илсе килнӗччӗ. Мӗншӗн кунта кун пек йӗр пур-ха, тетӗп. Андрюша мана вулама вӗрентесшӗнччӗ… Ҫутҫанталӑк хӑй ҫинчен йывӑр ыйхине сирсе ярса ӗҫе пуҫӑнса пынӑ май, шухӑша кайнӑ ача куҫне тӗлӗнмелле япаласем кӑтартса тӑчӗ. Ху мӗн пӗлнине пӗтӗмпех ан суйса кӑтарт ӗнтӗ. Ҫӑлӑнӑҫ тени вӑл нумай пакӑлтатнинче мар. Кӑштах ҫимелли парса ячӗ, илӗр. Ҫав ир эпир сасартӑк чӑнах та пысӑк вӑйӑ вылянине пуҫласа ӑнлантӑмӑр. Ҫак пирӗн туррӑмӑрӑн тасалӑхне сӑнани ӑна хӑйне пӗтерсе лартма пултарнине чухларӑмӑр, хӑйне хамӑртан тартассӑн туйӑнчӗ. Вӑл Кораблев хӑш классенче вӗрентнине, шкулта ӑна юратнипе юратманнине те ыйтса пӗлчӗ. Унпа юнашар, репродуктор патӗнче, ҫурма пушӑ тенӗ пек кровать ларать, ун ҫинче питӗ кӗске ача выртать. Ӑна ача теме те ҫук — пӗр пайӗ кӑна тес пулать. «Полици килчӗ — вӑраннӑ май шухӑшларӑм эпӗ. Ак тамаша, вӑл проповедник иккенне эпӗ мансах кайнӑ! — Эпӗ сан валли кучченеҫ илсе килтӗм. Тата каҫару ыйтни мӗн пулать вӑл? — Ну, аттемҫӗм, ҫын кирек ӑҫта ҫуралсан та пурӗ-пӗрех вӑл. — Кампа калаҫатӑн эсӗ унта, тӑмсайскер? — Вӑт вӑл, этем тени, — терӗ Уҫӑп ҫул ҫинче, — пурӑнать-пурӑнать, пурте лайӑх пек, сасартӑк — хӳрине тӑратать те пур пушӑ вырӑн тӑрӑх та чупса ҫӳреме тытӑнать. Хуҫи хирӗҫменнине курсан, вӑл тата хытӑрах вӗрме пуҫланӑ, хӑй ҫинчен манса кайсах, ҫул урлӑ, тепӗр енчи тротуар патнелле ыткӑннӑ. — Ҫапла пулас. Ҫав каҫхине индеецсен старшинисем канашлама пухӑннӑ, вӗсем Мария ятлӑ юханшыв патӗнчен Ыршӑршӑлла Курӑк ятлӑ сӑрт патне куҫма шутланӑ. Апат ҫинӗ чухне вӑл манран ачасем умӗнче эпӗ хӑҫан каясси пирки ыйтрӗ. Мотор цилиндрӗсене бензин пынӑ пекех — сирпӗтӳ камерисем те «Ультралиддитпа» «апатланаҫҫӗ»; ку — вӗтӗ-вӗтӗ порошок, питех те вӑйлӑ сирпӗтекен япала, ӑна 1920 ҫулта Петербургра Н. завод лабораторийӗнче тупнӑ. Хуласем Австралинче йывӑҫ пек ӳсеҫҫӗ. Калӑн ҫав, вӗсене хӗвел пайӑркисем пурӑнма чӗнсе илеҫҫӗ тейӗн. Уэлдон миссиспа, ун ывӑлӗпе ҫӗнӗрен курнӑҫни Дик Сэнда вӑй кӗртрӗ. Сахалтарах пӑртӑмӑр пулас эпир шурӑ хурсен пуҫӗсене, пирӗн ӗмӗре ҫитмеллипех ҫитмелле-ха вӗсем, — тесе каласа пама тытӑнчӗ старик. Ҫакӑнта вара хӑй те курмасӑр, ӑнланмасӑр темле майпа-ҫке, буксир крюкӗнчен ярса тытрӗ. «Унӑн арӑмӗ мӗнле вилӗмпе вилнинче пирӗн ӗҫ ҫук та, вӑл идейӑсене пӑтраштарать, акӑ пире мӗн пӑшӑрхантарать» теҫҫӗ. «Пилигрим» Вайтематӑра виҫӗ кун тӑнӑ хушӑра Уэлдон миссис ҫула тухма хатӗрленсе ҫитрӗ. Карапа чарса тӑрас марччӗ тесе, вӑл ҫав тери васкаса пуҫтарӑнчӗ. — Вӑрҫаҫҫӗ ӗнтӗ мана, — терӗ Эмиль, Санинпа сывпуллашса: — ку, пурпӗрех мар-и! Анчах эсӗ пирӗн ҫемьене ан юхӑнтар. Мӗскӗн хӗр, ун ури умне ӳксе, ӗсӗклесе йӗрсе ячӗ. Унтан каллех платник калаҫма тытӑнчӗ: — Вӑл, Петр Ильич, никама та кӳрентермен ӗҫсене ҫеҫ килӗштерет… Андрей Петрович килчӗ, эпӗ вара вӑл начарланнине, шурса кайнине асӑрхарӑм. Хӑраса ӳкнӗ Наталья хыттӑн макӑрса ячӗ, хуняшшӗ урайне урипе тапса хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Ан чӗн! Анчах эпӗ хам ҫулпа утма, малта курӑнакан ҫутӑ патне кайма тивӗҫ. Вӑл темӗнле ҫӑмха пек, ҫавраҫил пек ҫавӑрӑнса ҫӳренӗ. Малалла иртме ӗлкӗрчӗ-и вӑл? — Ия, анчах эпӗ акӑ мӗн каласшӑн, тусӑм: леш хайхи ӗҫе туса хумашкӑн манӑн, тен, часах май та килмест пуле… темӗн те пулма пултарӗ… укҫана эпир лайӑхах пытарса хуман… Аллине ман пуҫ ҫине хурса кукаҫи ман мӑя пӗкӗрӗлтерчӗ. Тачка ҫын манӑн пӳлӗме кӗчӗ. Унтанпа ӗнтӗ пурте улшӑннӑ. Часах хулана ҫитетпӗр… — Укҫа кӗтсе тӑратӑп-ха, — тенӗ Крэнкбиль. Пӗрлешӳллӗ Штатсенче федералистсемпе конфедератсем хушшинче 1859 ҫулта пуҫланнӑ вӑрҫӑ негрсен чуралӑхне пӗтернине вӗҫленнӗ, вара пӗтӗм Ҫурҫӗр Америкӑра хура чурасем ирӗклӗ ҫынсем пулса тӑнӑ. Паллах: Италисӗр ӗҫ тухмасть! — пӗлетӗп эпӗ. Андрюша, чей ӗҫтерӗр-ха ӑна… Миките хирӗҫ чӗнмен. — А пиртен хӑш енче пулнӑ эсир? — Ҫитӗ, Чезаре, ан кӳрентерӗр ҫав мӗскӗн хӗрарӑма. Хула питех килӗшсе каймасть ӑна. Вунӑ минутра пире каллех хытӑ тӗртсе улӑхтара пуҫларӗ. Эсир ӑна ӑнланаяс ҫук… Тихон сӑмахӗсем ӑна тӳрех ҫиллентерсе ячӗҫ пулин те, вӑл ӑна хирӗҫ калама ҫителӗклех ҫивӗч сӑмахсем тупаймарӗ. — Хӑпартайман пулӑттӑм. Анчах та пӗлетӗр-и, тусӑмсем, масар ҫинче ҫапӑҫни, тепӗр тесен — лайӑх япала! Ҫавӑн пек илеме пӑхса эпӗ чӗрӗллех ҫунса каятӑп-ҫке ӗнтӗ! — Ҫавӑрса хуратӑп, тенӗ! Тупписене пурне те авӑрласа хунӑ пулнӑ, иккӗмӗшӗнчен кӑна пенӗ, ыттисемпе персе яма аса илеймен курӑнать ҫав. — Вӑл мана вӗлерме шутланӑччӗ! Манӑн шутпа, ку сӑвӑс питӗ ирхискер. Ун ҫине пӑхсан, чӑнах та, вӑл темӗн ҫинчен канма пӗлмесӗр шухӑшланине тавҫӑрса илме пулать, анчах хӑй мӗн ҫинчен тӑрӑшнине вӑл пытарма шут тытнӑ. Онбаши ҫавӑнтах Огнянова хаяр ҫилӗпе пӑхса илчӗ. Оленин нимӗн те шырамарӗ, хӗртен нимӗн те кӗтмерӗ, анчах та уншӑн Марьяна ун ҫывӑхӗнче пулни кунтан-кун кирлӗрех те кирлӗрех пулса пычӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшласа ҫӳретӗп: неушлӗ эпӗ хамӑн пӗртен-пӗр ывӑлӑма вӗлерекенни пулса тӑратӑп? Эпӗ виҫҫӗр грамм ҫӑкӑр илеттӗм, ҫуррине Катя валли илсе пыраттӑм. Мӗншӗн? — йӗрӗнсе каларӗ Озеров. — Лайӑх кӑвакарчӑн! — терӗ ҫамрӑк профессор, — хӑй укҫи-тенкипе вӗренекенскер мар-и! — Хам тумланакан пӳлӗме юсаҫҫӗ-ха, — терӗ вӑл. — Камӑн та пулин кайса каламалли пулсан, ҫакна Мефф Поттер кайса калатӑр; унӑн ҫакна тума айванлӑхӗ те ҫитет пулӗ? Грузчиксем ӗҫ пӑрахсан, шавлӑ ушкӑнсемпе гавань тӑрӑх сапаланса кайсан, вӗсем, усламҫӑсенчен тӗрлӗрен ҫимеллисем илсе, унтах ҫул ҫинчи сулхӑн кӗтессене майлашса ларсан, — гавань халӑхӗ лайӑх пӗлекен, тӗнче каснӑ ватӑ кашкӑр, ӗҫкӗрен уйрӑлман каскӑн этем, хӑюллӑ вӑрӑ — Гришка Челкаш курӑннӑ. Ырӑ ҫынсене савӑнтарасси, вӗсене тӗрлӗ-тӗрлӗ сӑмахсем каласа парасси йывӑр ӗҫ-и вӑл! Хӑй кулать. Эпӗ ун ҫине пӑхрӑм та ҫаплипех ним хускалайми хытса кайрӑм: куратӑп, Яков ларать, пичӗ вара хӑйӗн вилӗ, симӗс… Хӑш чухне вӑл хумсен ӑшӗнчен сиксе тухнӑн, шыва аран лексе тӑнӑнах туйӑнчӗ. Анчах вилле вӑрмана пӑрахса хӑварас пулсан, ӑна койотсемпе хӑлатсем тупса, эпӗ каялла тавӑрӑниччен татса-ҫурса пӗтеретчӗҫ ӗнтӗ. Ку шухӑш вара ӑна ҫапла пулса тухассӑнах туйӑнчӗ. Анчах пирӗн пур задачӑсем те халлӗхе — ҫӗршыв ашӗнче. Мӑнастир йӑлӑмӗ, чӑн та, аслӑ, анчах Рада ӑна урлӑ та пирлӗ кумса тухӗ, Бойчона тупатех вӑл ҫавӑнта. Часах эпир шӑтӑклӑ пӗр пысӑк чул-ту куртӑмӑр, ҫав шӑтӑк витӗр тинӗс хӑрушшӑн шавласа, кӑпӑкланса, кӗрлесе юхать. Ку пӗр виҫ-тӑват кун малтантарах Каса-дель-Корво картишӗнче пуҫтарӑннӑ хайхи халӑх ушкӑнех; уйрӑмлӑхӗ кунта халь вӑл йышлӑрах пулнинче кӑна. Есаулсем Тарас ывӑлӗсене ватӑ карчӑк-амӑшӗ вӗсен сывлӑхӗшӗн турра кӗлтуни ҫинчен каласа пачӗҫ тата иккӗшне те Киеври Межигорски монастырьтен илсе килнӗ кипарислӑ икон тыттарчӗҫ. Зинаида укҫашӑн ытла та ҫӑткӑн пулни, вӑл пӗрмай укҫа ыйтни Петра часах унтан сивӗтме пуҫларӗ; Зинаида ашшӗнчен те ҫӑткӑнрах пулнӑ. Вӑл пӑртак чӗнмесӗр ларчӗ. — Лараттӑмччӗ ҫапла, пӑхатӑп, леш енче темӗн хура курӑнать. — Ӑҫта? Вӑл йӗнине хирӗҫ темӗнле кулса янӑ пек сасӑ илтӗнчӗ. — Юрать ӗҫме, — ирхи чей пирки хытӑ тунсӑхланӑ пулин те, пит хавасах маррӑн килӗшрӗ Егорушка. Вӑл канат ҫумне тайӑнса тӑрса йӗри-тавра чӗререн тарӑхнӑ курайманлӑхпа вунӑ пин грингосем пӗр ҫӗрте курӑна пуҫличченех пӑхса тӑнӑ. — Ан татнӑ пултӑр! Гек нумайччен ҫав темскерле паллӑ ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан чӗтрекен сасӑпа ҫапла каларӗ:— Том, кунтан каяр! Эсӗ ҫав пит хӳхӗм курьера ытарайман пек туйӑнчӗ. Cенкер рак тытма кайни Аслӑ та таса мар картишне, хӳмепе тытса ҫавӑрнӑскере, ҫав картишӗнче ларакан лутра ҫуртсене халӗ та астӑватӑп-ха эпӗ. — Ӗмӗрӗпех. — Пит те тарӑхмалла! — тет Зеб Стумп, каллех пӑшалне авӑрласа. Леш енне каҫсан вара вӗсене никам та тытса чармарӗ. Атте, эпӗ халех райисполкома тухса каятӑп. Кӗҫех ӗҫе тытӑнмалла пулать. Вӑл сана хутла вӗрентрӗ, хӑвна ху лайӑх тытма хӑнӑхтарчӗ, хӑй пултарнӑ таран ырӑ пулчӗ санпа. Ҫак кварталти ытти уйрӑм ҫуртсенни пекех, «Маркитта» фасадне те йытпырши пек явӑнса ӳсекен ӳсентӑран ҫӳхе сийпе витсе тӑрать. Ҫул тӑрӑх кашкӑрсем ӳлесе пычӗҫ, вӗсем укӑлча патне ҫитеричченех йӗрлерӗҫ, ҫапла Огнянов каҫ пуласпа тин яла пырса кӗчӗ. Юрӑ ҫеҫ вӑл ҫавнашкал. Пирӗн хулара нихӑҫан та нимӗнле запас та пулман: пурне те ялсенчен илсе килнӗ». — Анчах кунта нимӗн ӑнланма та ҫук вӗт, — терӗ вӑл, ман хута лӳчӗркесе. — Апла унтах хӑварнӑ эсӗ ӑна, ҫу кунта ҫук. — Ҫынна мӗн пулмаллине малтанах ҫырса хуман, тетӗп, — терӗм эпӗ кӗсьере тӑрса юлнӑ пӗр-ик виҫ теҫетке червонеца пӗтӗмпех сӗтел ҫине силлесе. — Анчах священникрен эпӗ пулӑшу илес теместӗп. Таркӑнсем сехӗрленсех ӳкрӗҫ. Вӗсем асӑннӑ хӑват ҫавӑн пекех сасартӑк сирӗлсен, вара Каи-Куму ҫыннисем ҫавнашкал тискерлӗхпех вӗсем ҫине сиксе ӳкесрен хӑраҫҫӗ. Ну, юрать. Робертпа Мэри ӑшаланса ӳкрӗҫ, вӗсем хӑйсен ашшӗ ҫак таранччен асапсем курса пурӑннӑ вырӑна ҫитсе курасшӑн. Билли Бонс штурман пулнӑччӗ. Вӑл ӗнтӗ тӑван ҫӗршывшӑн мӗнле служить тума кирлине тата хамӑрӑн ҫара чун-чӗрепе парӑнса тӑма кирлине кӑтартса пачӗ! Тухса кайнӑ… Юлташсем, кунта килӗр! — Ку сирӗн бизнес мар, — терӗ вӑл вӗсене акӑлчанла, — хӑвӑр бизнеса тӑвӑр. Вӑл мана пӳрнерен кап! хыпса илчӗ те юн тухмаллах ҫыртса шӑтарчӗ. Анчах пин-пин япаласем ман тимлӗхе кӗлтӑвассинчен пӑрса яраҫҫӗ те, эпӗ тӑн сапаланнипе пӗр кӗллех тӑтӑшшӑн темиҫе хут калатӑп. — Анатра, шыв хӗрринче? Ҫинҫе сасӑллисем пӗр ушкӑнра пулчӗҫ, вӗсем пӗр ҫаврӑм юрланӑ хыҫҫӑн кӑшт чарӑнса тӑраҫҫӗ те, кайран тепӗр ушкӑн юрласа ярать: Чипер-и, хӗрпе каччӑ, чипер-и, юратрӑр-и, Чипер туслашрӑр-и, чипер-и, мӗн ачаран. Тепӗр виҫӗ эрнеренех ташла! Тӑрӑ ухмах! Сулахая кӳлмелли лаша-тӑк лаша пултӑр, кунашкалли мар. Туртас килет-и? Воропаев месерле йӑванчӗ. — Лодыжкин мучи, пӑх-ха! — кӑшкӑрчӗ Сергей. Мӗн калӑр? Ӑна ӗҫнӗ чух аван мар шӑршӑ сӑмсана ҫурнӑ, ҫавна пула матроссем сӑмсисене хӗссе тытса ҫав шӑршлӑ шыва ӗҫнӗ. Унӑн «Обломов» романне вулама канаш паратӑп. — Пулма та пултарӗ! Хӑҫан пӗтет-ха ку? Ун туррин бронзӑллӑ варӗнче ҫичӗ уйрӑм пулнӑ: пӗри ҫӑнӑх валли, тепри кӑвакарчӑнсемшӗн, виҫҫӗмӗш сурӑхсемшӗн, тӑваттӑмӗш такасем валли, пиллӗкмӗш пӑрусемшӗн, улттӑмӗш вӑкӑрсемшӗн, ҫиччӗмӗш вара, амӑшӗсем илсе килсе паракан чӗре ачасем валли уйӑрнӑскер, патша чарнине пула тахҫантанпах пушӑ тӑнӑ. Пӳрте Кӑтра Яша кӗрсе тӑчӗ. Анчах капитан, кунти тинӗссенче ҫӳресе пиҫнӗскер, тӑвӑл пуласси ҫинчен систерсе, пире хатӗрленсе тӑма хушрӗ. Чӑнах та, тепӗр куннех муссон текен кӑнтӑрти ҫил кӗрлесе ҫитрӗ те, часах вӑйлӑ тӑвӑл пулса кайрӗ. Кӑнтӑрла тӗлне ҫыран хӗрри пилӗк мильрен ытла юлмарӗ. Шӑпах ҫакӑн пек хатӗрпе кайрӗ те ӗнтӗ Халл капитан «Пилигримран» пилӗк мильӑра курӑнакан йӑрӑмлӑ кита тытма. — Сана мӗн капла авкалантарать? — ыйтрӗ вӑл. — Тепӗр ыйту ҫеҫ, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ ҫамрӑк, Гаррис мистерпа ҫав тери килӗшес килмерӗ ун. Вӗсем тупӑна витсе тӑракан смалаланӑ парус пирӗнчен ҫӗленӗ чехола «куртка» тесе ят панӑччӗ. Кашниех хӑйне ҫывхарса килекен ӗҫсенче пулма тата вӗсемшӗн ответ тытма тивӗҫлӗ ҫын пек туять. Ҫавӑнпа та пурте хӑйсене ҫирӗп тытаҫҫӗ, пӑлханаҫҫӗ. Алтарь тӑрринчи темиҫе тӗслӗ кантӑклӑ чӳрече ирхи шупка ҫутӑпа ҫуталчӗ, ун витӗр урайне лап-лап кӑвак, сарӑ тата ытти тӗслӗ ҫутӑсем ӳкрӗҫ, вӗсем сасартӑках тӗттӗм чиркӗве ҫутатса пӑрахрӗҫ. Тӗп роле выляма Гришка Фавера чӗнчӗҫ, вӑл ӗнтӗ пӗр ҫул хушши театр училищинче вӗренет, анчах ӗлӗкхи йӑлипе хӑш-хӑш чухне пирӗн премьерӑсене те кӗре-кӗре пӑхать. Вӑл мана кӑчӑк туртать. Ку интереслӗ вара. — Хӗрес памалла ӑна уншӑн, — терӗ юнкер, ҫак вӑхӑтра ҫапӑҫнине курма тесе офицерсемпе пӗрле крыльца ҫине тухса тӑнӑскер. Динго, мала чупса кайса е кая юлса, ҫынсен ҫумӗнче ҫаврӑнса ҫӳрет. Темле йӗре шыранӑ пек, вӑл ялан ҫӗре шӑршланине асӑрхарӗ Дик. Мӗн чухлӗ кунта тӗрлӗ-мерлӗ йывӑҫ-курӑк — Ҫӗнӗ тӗнчери тропик вӑрманӗсенче ун пеккисем пуррине, паллах, наука тӗшмӗртмест те. Юрӑ хытӑран та хытӑ янтӑранӑ, вара хӗрарӑмсем хӑрушлӑх иртсе кайнине ӑнланнӑ. Арҫынсем тӑшмансене ҫӗнтерсе каялла лагере тавӑрӑннӑ. — Усольере пурӑнать, теҫҫӗ… темӗнле заводра… Ҫак ҫыру маншӑн пӗр-пӗр турӑ кӗлли вырӑнне пулчӗ курӑнать ҫав, — эпӗ ӑна кашни каҫах, аттене кӗтнӗ май, темиҫе хут асӑнаттӑм. — Пар-ха ӑна трубкине! Хамӑн малалли кунҫулӑмшӑн ҫавтери пысӑк вырӑн йышӑнмалла канашлӑва эпӗ каймасӑр ирттерсе яма пултарайманнине вулакан хӑй те ҫӑмӑллӑнах ӑнланса илӗ. — Пӗр тикӗссӗн утар! — Чирлӗ? «Эпир тӗл пулнӑччӗ пулас…» Мӗнпур хӑлхана илтӗнекен шав текех вӑйланни палӑрмасть. Дювернуа мана юратмасть. Дорошенко та ҫавах, ара. Шалу илнӗ тесе алӑ ҫех пусакан та ӑна нихӑҫан илсе курман подпоручик-ҫке. — Эпӗ ку ӗҫе хутшӑнманнине эсир пӗлетӗр, — терӗ те Николай Артемьевич тӑчӗ, шлепкине тӑхӑнчӗ, унтан шӑхӑркаласа (харпӑр хӑй дачинче тата манежра шӑхӑрма юрать тенине такамран илтнӗ вӑл), уҫӑлса ҫӳреме тесе, сада тухса кайрӗ. Унтан эпир юханшыв хӗррине антӑмӑр, шывӑн тепӗр енне пуринчен малтан эпӗ ишсе каҫса каялла килтӗм. Корчагинӑн ыйӑх килмест, канлӗх пӗтрӗ, пуҫӗнче пӗрмаях пӗр шухӑш ҫавӑрӑнать: «Мӗн пулӗ-ши ӗнтӗ малалла?» Билль Галлей, хулпуҫҫисемпе турткаланса, Вильсона «кирлӗ мар тасалӑха» кӳме чармарӗ. «Кунта, таҫта, пӗлместӗп, запорожецсем пулма кирлӗ. Хушнӑ ӗҫе ӑнӑҫуллӑ туса, ҫавӑнтах вӑл ун ҫинчен Марья Кириловнӑна ҫитсе пӗлтересшӗн пулчӗ. Анчах та беседка хыҫӗнчен пӗр хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ача чупса тухрӗ те, ҫавӑнтах юман хӑвӑлне аллине чиксе ячӗ. Эсир майӗпен господасем пулса пыратӑр, эпӗ — каялла каятӑп… ҫапла! Анчах дворник килӗшмерӗ. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче ҫамрӑк, ҫирӗм ҫулхи Давыдов матрос пӗррехинче вилес пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Вӗсем ҫапкаланчӑксем мӗн тунине пӗтӗмпех сӗмсӗр куҫпа пӑхса асӑрхаса тӑчӗҫ. Сана, ырӑ кӑмӑллӑ голова, калама та намӑс ӗнтӗ, ҫав тери ирсӗр сӑмахсемпе чыслаҫҫӗ… Юлашки апат-ҫимӗҫе эпӗ хам ҫӗр каҫма шутланӑ утрав ҫыранӗнчи чуллӑ сӑртсенчи, шӑтӑксенчен пӗрине тӗплӗ пытартӑм. — Кун пек вилесене чикмелли хатӗр ҫӑва пур кунта, нимех те мар, — терӗ старик. — Эс мана вӗсене сӗтӗрсе кайма ҫеҫ пулӑш. — Тутар ҫынни пархатарлӑрах», вара вӑл Улитка кинеме вӑрҫса хӑртнине итлесех пӳртрен тухрӗ. Эпӗ нихҫан та… devant… les domestiques… Кунсӑр пуҫне Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем: вӗлернӗ тӑшманӑн пуҫмиммине ҫисен, унӑн харсӑрлӑхне, ӑсне-пуҫне, вӑй-халне хамӑр ҫине илсе юлатпӑр тесе ӗненеҫҫӗ. Вунулттӑмӗш ӗмӗр умӗн вара Колумбпа Магеллан тата ытти тинӗс ҫӳревҫисем пит пысӑк ӗҫсем тӑва-тӑва ирттернӗ, ҫав вӑхӑтра пӗлсе ҫитернӗ тӗнче чиккине вӗсем тата инҫетерех куҫарнӑ. Кунта Говэнсен ҫемьи пурӑннӑ; вӑл хӑй те кунта ҫуралнӑ вӗт! Унтан пӗр пӑшал сасси хыҫҫӑн тепӗр пӑшал сасси илтӗнсе кайнӑ. Йӑлӑхтарчӗ вӑл мана! — Халӗ? Сасартӑк ӑнланмалла мар, чирлӗ, салху шухӑш вӗҫсе иртрӗ вара ҫавӑнтах ман пуҫра: «Ку вӑл ман пурнӑҫра тахҫан авал, нумай-нумӑй ҫул каярах, пулса иртнӗ ӗнтӗ пӗтӗмпех… Пӗр-иккӗшне тытасшӑнччӗ те эпӗ, Джим чарчӗ. Ну, мӗнле тӑвӑпӑр-ха, кум? «Виҫӗ кунтан» ч-чӗрӗлсе ан тӑтӑр тесе, ман тӑпрам ҫине, тен, чул та хурӑр? Усал ӗҫ тӑвакансем, каторкӑна ямалла тунисем, кунта темиҫе ҫул хушшинче ҫӗнӗрен ҫуралса тухаҫҫӗ, тӳрӗ ҫынсем пулса тӑраҫҫӗ. Шубин ун ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ. Яков персе ячӗ, кӑмакаран вӗсем ҫине кӗл сирпӗнчӗ, Полина вара, ахлатса илсе, аяккалла йӑваланса кайрӗ, унтан, ывӑҫ тупанне ҫӗклесе, хуллен кӑна:— Кур! — терӗ. Кӑнтӑрла иртсен пӗр сехет ҫитерехпе Гленарванпа унӑн юлташӗсем, ывӑнса ҫитсе вӑйран тухнӑскерсем, татах айлӑмра пуҫтарӑнчӗҫ. Хӑнасем тепрер стакан ӗҫрӗҫ те, сӗтел хушшинчен тухса, Пугачева алӑ пачӗҫ. — Анчах манӑн ӑна курмаллах! («Болгари!» — шутларӗ мӗскӗн Андрей Петрович.) Тульккӗ мӗнех? Ку вӗт манӑн шӑпамран. Вӗсем ӑна виҫелӗ ҫитерсе те пӑхрӗҫ, анчах вӑл самӑрӑлсах пычӗ. — Э сеси пуркуа се уазо иси? — тет вӑл. Епле-ха ун хыҫҫӑн пӗччен кайӑп? Кӗркунне, пӗр тӳлек кун, ывӑнса тата ҫилленсе ҫитнӗ Артамонов сада тухрӗ. Тата сана мӗн сиенӗ пултӑр-ха унӑн хӑрах куҫне шур илнишӗн! Кӗрсенех вӑл урайӗнчи хунара илсе сӗтел ҫине лартрӗ, унтан ӑшӗнчи ҫуртине ҫутрӗ. Халӗ вӑл мачча ҫинче пытанса выртмӗччӗ. Эпир кулма пуҫларӑмӑр та тинех вӑл тӑна кӗрсе ҫитрӗ. — Мӗншӗн итлесшӗн мар-ха эсир, иртнӗ вӑхӑтра мана час-часах ҫав тери кӑмӑл туса итлеттӗрччӗ-ҫке?.. Ҫынсен ҫӗнӗ ҫыхӑнӑвӗсен аслӑ, анчах пӗртте лӑпкӑ мар океанӗ сӑтӑрса пӗтернӗ чӗркуҫҫи ҫинчен тӑракан Европӑна ярса илет. Талӑкра 1440 минут, ку 8 минут та 20 секундран 173 хут пысӑкрах. Сулӑ ҫине Джон Мангльс мачта вырӑнне брам-стеньга туса хума хушрӗ. Эпӗ пӗчӗк пулни вӑл нимех те мар, — Христос манран ҫӗр ҫул анчах аслӑрах пулнӑ, ҫапах та ун пек чухнех ӑслӑ ҫынсем ун сӑмахне итленӗ… Тимофей вара, Гремячий ҫинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса, курайман ҫилли тӑвӑнса ҫитнипе шурса кайнӑ тути хӗррисене ҫырткаласа, лавӗ хыҫҫӑн утрӗ. — Эпӗ Ҫӗр ҫинче мар. — Эппин, эсир юлас тетӗр апла, — тенӗ Зеб, шухӑшлакаласа тӑрса. — Вӑл сирӗн ӗҫ! Анчах вӑл калаҫнишӗн ан кӳренӗр. Ҫак кун лашасенчен пӗри ӳксе вилчӗ. — Ватмасӑр! Хура сухаллӑ ку ҫынна шӑпах ҫавнашкал телейлӗскеррисен шутне кӗртме пулать: унӑн ухмахлӑхӗ унӑн сассипе куллинченех лайӑх курӑнать. Ҫапӑҫу, вӗҫленмен пулин те, халь урӑхларах пымаллине Дик ӑнланчӗ, ҫавӑнпа Негорӑна, вӑл хуть мӗн каласан та шӑл шурри те кӑтартмасса шутласа, тӳрех куҫран пӑхрӗ. Ку чисти начарах пулмарӗ курӑнать-ха, мӗншӗн тесен пирӗн ҫилӗллӗ инструктор та ырласа пуҫне сулчӗ, Миша Голомба вара, ун хыҫӗнче тӑраканскер, пуҫ пӳрнине кӑтартрӗ. — Пурне те, пӗринсӗр пуҫне, — хирӗҫ тавӑрчӗ Симурден. Ҫавнашкал пулма пултарайман япала ҫинчен шухӑшланӑ пулсан, Болла пачах ӑсран тухнӑ пулас. Арҫыннисем те пулин хӑйсене майлӑ улшӑнса кайнӑ. Говэн пуҫне ҫӗклерӗ те, никам ҫине пӑхмасӑр, калаҫма пуҫларӗ: — Акӑ мӗн. Ҫав вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ асаилӳсем хушшинче хам пурнӑҫӑн пуҫламӑшне уҫӑмлӑн ҫутатнӑ чӑн-чӑн ӑшӑ туйӑм евӗрлисем сайра. Шӳреке сухалӗ ун чӗтренсе тӑнӑ, кукши ялтӑранӑ, пӗчӗк куҫӗсем Фомана пӑра пек шӑтарнӑ. «Панночка сана хулан ҫӗр купаласа тунӑ валӗ ҫинчен запорожецсемпе пӗрле тӑнине курнӑ. Турра та ӗненмест вӑл… Лайӑх пӗлетӗп эп ӑна! Пӗри те тытса тӑманнине пула Иленька чӗрӗ мар япала пек ҫӗре кӗрӗслетрӗ, ыратнипе ним калайман енне:— Мӗншӗн асаплантаратӑр эсир мана? — терӗ кӑна. Ҫапах та, сунарҫӑ хӑй мӗн шутланине тӑватӑпах тесе шут тытнӑ; ку кам — этем-и е шуйттан-и, унӑн ҫавна пӗлмелле пулнӑ. Ну, ҫеҫпӗл пек, аран сисӗнет, анчах аван. — Ӑҫта вӗсем, пирӗн хӑш сехетре вилме пӳрнине ҫырса хунӑ. Списока курнӑ шанчӑклӑ ҫынсем?.. Кораблев шӑпах ҫав кунхине килсе калаҫни чӑн та ытла ӑнӑҫусӑр пулса тухрӗ. Пӗр уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн вӑл начарланса, шуралса кайнӑскер, хӑйӗн тӗрексӗр урисем ҫине тӑчӗ те, амӑшӗ пулӑшнипе, чӳрече патне ҫитрӗ, чылайччен ҫул ҫине пӑхса тӑчӗ. Акӑ ял та курӑнать, кунта эпир кӗрсе канатпӑр, кӑнтӑрлахи апат ҫиетпӗр. О-рроу… — Каҫарӑр сире чӑрмантарнӑшӑн… — терӗ вӑл юлашкинчен тытӑнчӑк сасӑпа. Макҫӑм пичче вара пачах урӑхласкер пулнӑ. — Юрататӑп та ҫав эпӗ хам улпута, хам та пӗлместӗп ӗнтӗ, мӗн тери хытӑ юратнине. Варвара кӑшкӑрашни ӗҫ кунӗ пуҫланнине пӗлтерет. Рене-Жан, хӑйӗн кровачӗ патне пырса, утӑран тунӑ минтерне сӗтӗрсе антарчӗ те, ӑна чӳрече патне хурса, ун ҫине тӑсӑлса выртрӗ. — Халь ҫывӑратпӑр ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Атте манпа пӗр вӑхӑтра тепӗр алӑкран кӗчӗ. Ҫылӑх каҫараканни кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, ватӑ та хаяр питлӗ манах, вӑл аттене пиллерӗ. — Малтанах систертӗм-ҫке, — терӗ ӑна хирӗҫ Умрихин. Кусемпе мӗн тумалли уншӑн паллӑ. Барабанщик хӑй командирӗн пуҫне тутӑрпа ҫыхса ячӗ те, ӑна хулӗнчен тытса, сурансене ҫыхса яракан пункталла ҫавӑтса кайрӗ. Анчах кунта вара колхозсем пуҫланса кайнӑ. Унӑн тусӗ Джо Гарпер ятлӑ. — Эпир хамӑр ишсе кайнӑ тӗле каялла килсе тухайман; ҫил-тӑвӑл пирӗн сулла пӑртак ҫӳлерех илсе килнӗ, эпир ҫыран хӗррипе пырсан, «Гретхен порчӗ» патнех ҫитетпӗр пулмалла, терӗм. Анчах та эпӗ ҫывӑрса кайма пултараймарӑм. Тепӗр кунне, каҫалапа, Алексей юртӑпах чупса пычӗ, пиччӗшне тӑрӑшса, тухтӑр чирлӗ ҫынна е ямшӑк лашана пӑхнӑ пек сӑнавлӑн пӑхрӗ те, мӑйӑхӗсене темле пӗчӗк щеткӑпа туракаласа, калаҫма тытӑнчӗ: — Эсӗ ниме юрӑхсӑр шыҫса кайнӑ; кун пек сӑн-питпе киле пырса кӗме юрамасть! Унсӑр пуҫне тата, эпӗ пике мар, подполковник. Вӑл курӑнми пулсан, ача сиккелесе илчӗ те, халь кӑна пӳлӗме чупса кӗнӗ йытта урисенчен ҫӗклесе, питӗнчен чуп турӗ. Ҫак пархатарлӑ ӗҫшӗн тӑракансем пуринчен ытла Франципе Англире нумай пулнӑ. Вӗлернисенне иккӗшӗнне те кӗсйисене тасатнӑ. — Чӑннипе калас пулсан, «Микоян» — пирӗн районти лайӑх вырӑн. — Апла пулсан, сире питех те пысӑк тав. Вӑл юлташӗсем ҫине куҫ айӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ, Егорушка тӗлне ҫитсен чарӑнса тӑчӗ. Жихарев кӑмӑлсӑр пулса ӗҫлеме тытӑнать. Чирлӗ ҫынӑн шуралса кайнӑ сӑн-питне тата аманнӑ алли ҫакӑнса тӑнине курсан, хӗрхеннипе кӑшкӑрса яни те пулман вӑл, — ӑше вӑрканипе йӑнӑшса илни пулнӑ вӑл. — Хӑраҫҫӗ пулас, — шухӑшласа тӑчӗ Ромаҫ. Ҫунаттисемпе те, хӳрипе те вӗтӗртеттерекенскер, хӗвел ҫинче вӑл пулӑ тытмалли ялтӑркач пек е шыв лӗпӗшӗ пек туйӑнчӗ; ҫав лӗпӗшӗн пӗве ҫийӗпе вӗлтӗртетсе вӗҫнӗ чухне ҫуначӗсем сухалӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ, ҫавна май сухалӗ ун малтан та, кайран та, айккисенчен те вӗҫнӗ пек туйӑнать… Эсӗ нимӗнле паллӑ та хӑварасшӑн мар-и? Ҫав хушӑра ак вӗсем патнелле Мунчо вӑрттӑн ҫывхарчӗ те Огнянова тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ. Алексей ун хыҫҫӑн пӗтӗм вӑйран, хӑй умӗнче хӗрӗн чечеклӗ ҫӑмӑл платьи вӗлкӗшсе пынине курса ҫеҫ чупрӗ. Ефим, сӗтел хушшинчех ларса, ҫулҫӳрен хӗрарӑмсем ҫине тинкерсе пӑхрӗ те хӑйӗн юлташӗсене сӗрлекен сассипе темскер каларӗ. Избач ярса парӑп эпӗ сирӗн пата, лайӑх йӗкӗт ярӑп, ӑна кашни кунах, каҫсенче, халӑха сасӑпа вуласа пама хушӑп. Тискер кайӑк ӑна тапӑнас-тӑвас пулсан, вӑл, ҫав тери вӑйсӑрскер, мӗн тӑвӗ-ха? Йывӑррӑн сывласа илчӗ те:— Пит нумай выртрӑм! — терӗ. Мӗнрен килет вӑл юн пӑсӑлни? (Хресчен кулса ячӗ.) Вара хӑйне казачка арӑмӗпе сад пахчинче ӗҫлекен казак пек е тусем хушшинчи абрек пек, е Оленинран хӑйӗнченех хӑраса тӑракан хир сысни пек туйса шухӑшлани тӗлӗнче тытать. Эпӗ вара юнашар пӳлӗмре ҫак сӑмахсене илтрӗм: — Даша инке, эсӗ тархасшӑн, ытлашши ан хумхан-ха. Кунӗпе ҫыхӑнса выртнинчен ку темӗн чул лайӑхрах, унтан-кунтан шав илтӗнсен хӑраса чӗтресси те ҫук терӗ. Андрей Нагульновӑн вилӗм тӗслӗ ҫурхах карса илме пуҫланӑ сӑн-пичӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхать. Ҫавӑнтах вӑл тахӑшӗн ырлавлӑ, тӗлӗнӳллӗ пӑшӑлтатӑвне илтнӗ: — Вот — здо-орово! — Вулича вӗлернӗ. Павел, ӑна ыталаса, амӑшӗн ӑшӗ вӑрканипе тата ывӑлне кӗтнипе пӗркеленнӗ питне пӑхать, амӑшӗ лӑпланасса кӗтсе, чӗнмесӗр тӑрать. Пурнӑҫри тата вӑрҫӑри кирек епле йывӑрлӑхсем те пӗчченлӗх пек амантаймаҫҫӗ хӗрарӑм чунне. Вӗрентӗве вӑйӑ майлӑ йӗркелесен, пилӗк ҫулхи ача ҫӑмӑлрах ӑнланса илет. — Санӑнне мар, — терӗ кукамай. — Пӑх-ха, эпӗ пӑрахут пек ишетӗп. — Мӗншӗн? — Пит аван. Паян вӑл янравсӑр, лӑпка сасӑпа, пӗр шанӑҫсӑр уларӗ. Тепӗр кунхине, январӗн 24-мӗшӗнче, Мюльреди кӑшт-кашт уткалама пуҫларӗ. — Ҫук, — терӗ Инсаров. — Кӑна ҫутҫанталӑк туман, — терӗ Комков. — Кӑна этем тунӑ. Чӗркесе пӗтернӗ Алексее вӗсем, старикпе иккӗшӗ, носилка ҫине майласа вырттарчӗҫ. — Ҫак укҫасӑр пуҫне эпир вӗсенне нимӗн те илсе каймастпӑр. Ытарайми каҫ! Акӑ тинех ҫӳлти куҫсенчен пӗринче Лось тӗлӗнмеллерех, ансӑр, ҫап-ҫутӑ ҫурла курать, ку — Люцифер! Тепӗр чухне тата, арӑмӗ аптӑратнине тӳсейми пулса ҫитсен, вӑл шалтан тухакан хулӑн сассипе: «Чӑн-чӑн чакаках ҫав эсӗ!» — тесе хуратчӗ те — тухса каятчӗ. — Халӗ курӑр: сулахай алла эп хыҫалалла, ҫурӑм хыҫнелле тытатӑп. — Мӗншӗн илтӗн, тетӗп? Кӑштах тӑрсан пуҫа ҫӗклесе пӑхатӑп та куратӑп: манӑн Карагез хӳрине вӗлкӗштерсе ҫил пек ирӗккӗн ҫӗмӗрттерсе килет, гяурсем хӑйсен ывӑнса ҫитнӗ лашисемпе пушӑ хирте таҫта аякра тӑрса юлнӑ. Чипер те васкамасӑр калаҫса пӑхсанах Огняновӑн иккӗленес шухӑшӗ йӑлт сирӗлнӗ пулӗччӗ. Вӑл — тенкӗсемпе шутлать, эпӗ — пуссемпе, пӗтӗм уйрӑмлӑх та ҫавӑ кӑна! — Том тӗрӗс калать, — терӗ пӗри. Ӑнланӑр-ха, хӑрушла вӗт ку, хӑраса каймалла: макӑрмалла чух — кулатӑр, ыратнипе хӑвӑр таткаланса каяс пек вӑхӑтра ыттисене лӑплантаратӑр! (Ун сӑнӗ ним чухлӗ те улшӑнмарӗ, тутине те хускатмарӗ вӑл, сӑмах ун ҫинчен пыман пекех пулчӗ.) — Пӗлетӗп. Юлашки минутсемпе усӑ курса, ҫылӑхусене каҫарттар. Иккӗн… тӑваттӑ… вӗсене кашнинех икӗ тӗлтен касса татмалла: пурӗ саккӑр. Унтан эпӗ утрав пуҫлӑхӗнчен унӑн ҫуртӗнчи пысӑк пӳлӗмӗсенчен пӗринче римсен сеначӗ, тепринче — вӗсен хальхи парламенчӗ пухӑнтӑр тесе ыйтрӑм. Ячӗ хӑй тӗллӗнех тупӑнать: «Тӑвӑлра ҫуралнисем». Январь 1959» тесе ҫырнӑ. — Тепре куриччен! — терӗ ӑна маркиз. — Эсир кӑшт та пулин иккӗленетӗр пулсан, айтӑр ӑна луччӑ пӑрахса хӑварар. Ҫак тахҫанхи тӑшмансен хушшине Бржозовская ячӗпе тӑракан гимназие вырнаҫтарсан, тӑшманлӑх тата ытларах ӳссе кайрӗ. Аппӑшӗн хӗрӗ ҫинчен ывӑнма пӗлмесӗр калаҫакан Софья Ивановна мана Варенька, хӑй ҫамрӑккине пула, тӑватӑ ҫул каялла кӗписене, пушмакӗсене пӗтӗмпех никамран ыйтмасӑр ялти хресченсен ачисене пани, ҫав япаласене каялла пуҫтарса илме тивни ҫинчен каласа кӑтартсан, эпӗ ҫакна хамӑн шухӑшра ӑна ҫӳлерех хӑпартма май паракан ӗҫ вырӑнне тӑруках йышӑнмарӑм, малтан унран япаласене хаклама пӗлменшӗн хам ӑшра тӑрӑхласа култӑм. Вара утсене таҫта аякка хирех хӑваласа ячӗ, унта тӑракан козаксене вӗсене пӳлӗр тесе кӑшкӑрчӗ. — Сирӗн благороди… — Тархӑсласа ыйтатпӑр санран, Хаджи-ага, хӗрхенсемӗр ҫав ватӑ ҫынна, — йӑлӑнчӗ Цанко, — тепӗр хут асап кӑтартма тытӑнсан чӑтса тӑраймасть вӑл… вилет. Ия, вӑл чӑнах ҫапла шутласа хунӑ пулас, ахалӗн мӗншӗн витере ҫавӑн пек хыпаланни илтӗнмелле-ха? Кашни килтех черетпе пухӑнма йышӑнчӗҫ; Воропаев халлӗхе утса ҫӳреме пултарайман пирки, Опанас Иванович Цимбал чи пирвай хӑй патне пухма пулчӗ. А эсӗ, тусӑм, каҫар пире. Ку картинӑна ӗнтӗ чаплӑ художникӑн ҫеҫ тумаллаччӗ! — Тӗлӗнмелле вӑйпа вӑл бизонсенчен хӑтӑлнӑ. — Служба. Пӗчӗк Томми Барнс ҫывӑрса кайнӑччӗ, халӗ ӑна вӑратрӗҫ те, вӑл хӑраса йӗрсе ячӗ; киле, анне патне каяс килет, тек хурах пулас килмест терӗ. Вӗсем йӗрсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ те темскер тупнӑ, ҫавӑн ҫинчен каласа кӑтартасшӑн пулмарӗҫ. Акӑ вӑл факторирен тухрӗ, Казонде урлӑ та каҫрӗ ӗнтӗ, вӑрмана кӗчӗ, ҫав-ҫавах ҫирӗп те пӗр пек утӑпа виҫӗ миля чухлӗ кайрӗ, вара, пӗччен юлсан, — тискер ҫынсем вӑл вӗсене хӑй хыҫҫӑн пыртарасшӑн маррине ӑнланчӗҫ, юлчӗҫ, — ҫурҫӗрелле юхакан юханшыв хӗррине ҫитрӗ. Васютин, вӗсем ҫине пӑхса, куҫӗсене хӗссе илчӗ. Чӑнах, нимӗн те кӗтместӗп. Йӑлтах тӳлек, ниҫта та вут ҫути ҫук, аяккалла каякан хӗрарӑмсен ура сассисем анчах илтӗнеҫҫӗ. Вӗсен йӗрки тӗтреллӗ горизонтра ҫухалса каять. Вӑл моряк евӗрне килместчӗ, ҫапах та эпӗ вӑл моряксенчен пулнине туйса илтӗм. Ҫак хамӑрӑннисем персе янӑ снаряд пирки матроссем тӗрлӗрен калаҫнине илтетӗр эсир, хӑвӑр кӗтмен ҫӗртенех вӗсем хавасланнине, хӑйсен сисӗм-туйӑмӗсене палӑртнине куратӑр; тен, вӗсем, — кашнин чунӗнчех пытанса пурӑнакан сисӗм-туйӑмсем; тӑшман ҫине тарӑхнине, ӑна тавӑрма хатӗррине палӑртакан сисӗм-туйӑмсем. Вӑл тухсан яланах картари йытӑсене сывлӑх сунать: пӗрисемпе вылять, теприсене шӑршлать тата хӑрӑлтатса илет, хӑшпӗрисенне пӑрҫисене шыраса пӑхать. Эсӗ пур еннелле те авкаланатӑн, ҫапах та тӳрӗ тӑратӑн… анчах ҫапах та — кашни ҫын валлиех уйрӑм капкӑн лартнӑ… Анчах халӗ эпӗ ирхи евӗрлех хӑрамарӑм. Савӑннипе вӑл ҫак хӗрарӑм умӗнче именми пулчӗ. Эпир хамӑрӑн пӗлӗшсене: Вавжон Топорекпа унӑн хӗрне — Марысьӑна — ҫынсем ҫакӑн пек айӑн-ҫийӗн ҫаврӑннӑ ҫӗрте куратпӑр та ӗнтӗ. Э-э! Мустанга хӑваласа ҫитме пултаракан, хытӑ каякан лаша ӑҫтан тупас-ши манӑн, — вӑл пӗр икҫӗр доллар пулсан та илӗттӗм». Ҫав пакша евӗрлӗ пӗчӗкҫӗ чӗрчун йывӑҫран йывӑҫ ҫине епле ҫӑмӑллӑн сиксе ҫӳренине пӑхса тӑма та кӑмӑллӑ. Унтан вӑл кровачӗ ҫинчен тӑрса, ҫара урисемпе, хуллен пусса, кантӑк умне пычӗ. Вӑл чылайччен урамалла пӑхса тӑчӗ, унтан каллех кровачӗ ҫине кайса выртрӗ те ҫывӑрса кайрӗ, ывӑнни ӑна парӑнтарчӗ-парӑнтарчех. Татах тепӗр чи кирли… — Ну, эсир мӗнле? Ӗлӗк-авал ҫынсем хӑвӑрт ҫӳреймен ҫав. Чӑнах та, вӑл хӑйӗн кресли ҫине ларчӗ те, алла перо тытса, алгебра задачисем евӗрлӗ фомулӑсем ҫырма тытӑнчӗ. Хам эпӗ унашкал акса курман пулин те кӑҫалхи ҫул акса пӑхма шухӑшланӑччӗ ӗнтӗ. Ҫӑва патне! — Пӑрӑнӑр! Вӗсем пурте Хӗвел системине кӗреҫҫӗ. — Чарӑн, Луиза! — тесе хыттӑн каларӗ Пойндекстер. Ипполит Сидорыч Санин тасатса панӑ грушӑна ҫиет, Марья Николаевна вара — ӑна, чура пулса тӑнӑ ҫынна, паллӑ кулӑпа, хуҫа куллипе, хӑй пуҫпулса тӑнине кӑтартакан кулӑпа кулать… Хӑшӗ миҫе ҫулта иккенне чухласа илме те йывӑр мар. Ҫунтарса ярасла чуна ыраттаракан кӳренӳ туйӑмӗ пырне капланса тулчӗ; вара вӑл курӑк ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ те йӗрсе ячӗ. Ҫапах та мӗн усси? этюдсем, тытӑнса пӑхнисем, — малалла та этюдсемех, тытӑнса пӑхнисемех, вӗсен вӗҫӗ-хӗрри те пулмасть. Ун хыҫҫӑн Лихо хушаматлӑ хулӑнламас учитель, кукша та илемсӗр, вӑрӑм пуҫлӑскер, пырса кӗчӗ. Мӑшкӑл ҫеҫ ку, пурнӑҫ мар: тӗлӗкре, пӑх-ха эсӗ, лапшана епле чаплаттаратӑн, ҫисе тӑрана пӗлместӗн, чӑн пурнӑҫра вара — карчӑк ҫӑкӑр туранӑ квас ҫитерет, ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна, ҫав ылханлӑ ҫӑкӑр туранӑ кваса!» Вӑл мана юратса пӑрахрӗ. Сержант ӑна кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Шӑплан! Эпӗ Лёля ҫине пӑхсах тӑраннӑ. Павка каласа пӗтерме те ӗлкӗреймен, — пуп ӑна, икӗ хӑлхинчен ҫавӑрса тытса, пуҫӗпе стена ҫумне шанлаттара пуҫланӑ. Иртнӗ ҫулла, ҫимӗкре, утӑ турттарнӑ чух, эсӗ мана мӗн сӗннӗччӗ-ха? Эпир сакльӑран тухрӑмӑр. «Мӗнле вырӑна килсе тухнӑ-ха эпӗ?» — тетӗп хама хам саспах. Ҫавӑнпа та Паганель, хӑйне хӑй ҫӗнтерсе илнӗ ҫын пек пуҫне силлесе, Мюльредине мӗнле ҫулпа каймаллине ӑнлантарать. Амӑшӗ кухня алӑкӗнчен хыттӑн шакканипе вӑранса кайрӗ. Приказчик ниепле те тӑна кӗреймест. Чӑнкӑ сӑрт ҫинчен вӗсем ҫӗлен евӗр шӑвӑнса аннипе, паллах, таркӑнсем малалла хӑвӑрт кайма пултараймаҫҫӗ. Ҫав укрепленисем кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле — вӑрмансемпе шурлӑхсем урлӑ, кӳлӗсемпе юханшывсем хӗррипе ҫӗршер километра тӑсӑлнӑ. Пӑшӑлтатса васкавлӑ каланӑ ҫав сӑмах таврари шӑплӑха тата ытларах вӑйлатнӑ пек туйӑнчӗ. Тӗрӗссипе — вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне ӳпкелешмен; вӑл тӑлӑх, кил-ҫуртсӑр, тӑван-хурӑнташсӑр ҫын пулнӑ, хӑйӗн лӑпкӑ, юратнӑ пулӑҫӑ ӗҫӗнче никама та пӑхӑнман. Санӑн ирӗк те, сударь, анчах эп укҫана памастӑп, — тесе хучӗ. Ну, мӗн куҫусене чарса пӑрахрӑн? «Атте те ҫакӑн пекех иртӗнсе ашкӑннӑ, пулӗ», — ӗненнӗ пекех шухӑшларӗ вӑл. Ҫурт ашӗнче пурте темле пӗлме ҫук тӗлӗнмелле те кулӑшлаччӗ: кухняран столовӑя хваттерти пӗртен-пӗр пӗчӗк, тӑвӑр клозет витӗр тухса сӳремеллеччӗ; ун витӗр столовӑя сӑмавар тата апат-ҫимӗҫсем иле-иле кӗретчӗҫ, ун пирки савӑнӑҫлӑн шӳт туса кулкалатчӗҫ, час-часах кулӑшла япаласем те пулкалатчӗҫ. Берездова, никама яма пулманран, округ комитечӗ чылай виҫе-виҫе пӑхнӑ хыҫҫӑн, Развалихина «политпросвет» туса янӑ. Ватӑ ӗне уй чухне вӑкӑрпа питӗ вӑрттӑн чупса юлнӑ пулнӑ, кӗтуҫӗ те, Кондрат та асӑрхайман. Планетӑна вара ҫав ҫырӑва илнӗ каҫах тупнӑ. — Мӗне пӗлтерет вӑл политика тени? Ҫак вӑхӑтра йӑнӑш турӗ те ӗнтӗ Алексей. Эп каланӑ пек тунӑ пулсан, эпир килтенех хамӑр утта хурса тухнӑ та чип-чиперех ҫул тытнӑ, виҫсӗмӗр те урапа ҫинче ҫывӑрнӑ пулӑттӑмӑр, атту халӗ, килсӗр йытӑ пек, ют капан айне пытан. Эпӗ вӗсене алла илес те темерӗм. Хӗвел анчӗ. Ашак малалла кайса, вӗрене туртӑнтарса лартрӗ, унтан икӗ ури ҫине тӑчӗ те, чӗринченех пуля шӑтарса тухнӑ пек, ҫурӑмӗ ҫине кайса ӳкрӗ. Марья Кириловна хӑйӗн пӳлӗмӗнче, уҫӑ чӳрече умӗнче ларнӑ. Чурасем пурӑннӑ ҫуртран кӑшт илтӗнмелле юрлани тата вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ахӑлтатса кулни илтӗннӗ. Малтан юнга пулмасан, ҫын кайран нихӑҫан та, уйрӑмах суту-илӳ флотӗнче, чӑн-чӑн моряк пулса ҫитеймест. Унта пӗр Жоржетта ҫеҫ тӑрса юлчӗ ӗнтӗ. Вӑл хӑйне Оленин мӗн калас тенине йӑлтах ӑнланчӗ пулас, анчах та ҫакнашкал шухӑшсенчен ҫӳлерех тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Уэлдон миссис: «Ним те тӑваймӑн!» — тесе каласшӑнччӗ, анчах ун чӗри сиксе тухас пек тапрӗ, вара вӑл пӗр сӑмах та калаймарӗ. — Эпӗ сирӗн пата нумайлӑхах килтӗм пулас, — кулса илчӗ Давыдов. Вӑрманти пур уҫланкӑсене те унӑн ҫути ҫутатса тӑрать. Господасем, эсир ман патӑма пынине хама пысӑк чыс туни вырӑнне хурӑп. Эпӗ урӑх нихҫан та майор ҫинчен ҫапла каланине илтем мар! Ҫакӑнтан вара тата темиҫе кун иртрӗ. Кашни курӑнӑҫу, кашни калаҫу вӗсене пӗр-пӗринчен ытларах та ытларах ютшӑнтарса, пӗр-пӗрне палӑрми сивӗнтерсе пычӗ. «Ҫӑханӗ кам пулать ӗнтӗ?» Хӗрсем каллех шӑпа яма хатӗрленчӗҫ. Каҫхине колхоз правленийӗнче виҫҫӗн: Майданников, Разметнов тата Иван Найденов — Шырланпуҫра туса хунӑ комсомол ячейки секретарӗ — нумайччен калаҫса ларчӗҫ. Ҫӑкӑр лавккисем умӗнче — черет. Маориецсем ӗненнӗ тӑрӑх, кам ҫине те пулин, е мӗн ҫине те пулин хунӑ табу тасалӑхне пӑсакан ҫынна ҫилленсе кайнӑ турӑ ҫавӑнтах вилӗмпе тавӑрать. — Апла ку тырӑ сӑвӑрмалли машина пайӗ. Малтан бизонсем хӗвелтухӑҫнелле чупнӑ, анчах ҫил хӗвеланӑҫӗнчен вӗрме тытӑнсанах (бизонсем ялан ҫиле хирӗҫле чупаҫҫӗ) вӗсем тепӗр еннелле ҫавӑрӑннӑ, пысӑках мар сӑртсем урлӑ каҫса, ерипен пыракан ҫынсемпе япаласем тиенӗ лашасем ҫинелле чупнӑ. — Кирлӗ мар… Озеров ҫийӗнчех чухласа илчӗ: нимӗҫсем атакӑна малтан хӑйсем каймаҫҫӗ, хӑйсем умне вӗсем пирӗннисене, тыткӑна лекнӗ салтаксене кӑларса тӑратаҫҫӗ те хыҫалтан хӑваласа килеҫҫӗ, ун пек вӗсем час-часах тукалаҫҫӗ тенине Озеров пӗрре ҫеҫ мар илтнӗ. Ҫак юмахӑн тупсӑмне Паганель те тупма пултараймасть. Эпӗ унпа Радилов патӗнче паллашнине вулакан пӗлет ӗнтӗ. Мӗн эсӗ, ҫӗр айӗнчине витӗрех куратӑн-им? — Паянах калаҫса пӑхатӑп!» Вӑл сасартӑк хӑйне тем канӑҫсӑр пулнӑ пек, вут чулӗ хӗмсем тӑкнӑ пек, ҫивӗч сӑмахсем тӑкса выляма пуҫларӗ, хӑйне мӗн хирӗҫле пулнине пурне те, хачӑпа каснӑ пек, каса-каса пӑрахма тапратрӗ. Вӑл-и?.. Эпӗ сире ҫӑлса хӑварма тӑрӑшӑп, ун чухне вара эпӗ ахаль кӑна каламаннине куратӑр… Ҫук, эсӗ чӑнах та калаҫса пӑх унпа. Давыдов, куллине тытса чарма пӗтӗм вӑйран тӑрӑшса, Ҫӑрттана вунӑ тенкӗ тыттарчӗ, ӑна ансӑр хулпуҫҫинчен ыталарӗ: — Эсӗ, мучи, уншӑн ытлашши ан кулян. Хӑшпӗр чух унӑн тӗссӗрленнӗ сухалӗпе пушӑ куҫӗсем таҫтан кӗтес хыҫӗнчен курӑнса каятчӗҫ те ҫавӑнтах ҫухалатчӗҫ. Хӑш порта ҫӳрени ҫинчен ҫырни пулмарӗ. — «Тӑлӑх, мӗскӗн». Ҫак пӑшӑлтату Фомана тата ытларах вӑй панӑ, вӑл вара хӑйӗн виртлешӳне, ятлаҫуне — кам куҫ тӗлне пулнӑ — ҫавӑн ҫине тӑкма пуҫланӑ. — Мӗн ҫинчен? — Эсир кунталла пӑхӑр-ха, — сӗнчӗ хавхаланса кайнӑ Комков, — чултан чутласа тунӑ тӗрев стени ҫине куҫ хывӑр. Капмар сунчӑкӗсене ҫавӑра-ҫавӑра вӗсем ансӑр урамран хӑрушӑ юрӑпа тухса ҫухалчӗҫ. Апла пулсан, мӗншӗн-ха тӗрмене хупнӑскерне каллех ҫавӑн пек тӑшманла пӑхма пуҫларӗҫ? Ҫурт хуҫи пире хапха патне тухса кӗтсе илчӗ. — Хӑҫан курнӑ вара эсир ӑна? — Оля! — хурланчӑк сасӑпа чӗнсе илчӗ ӑна Женя. — Вӑл пирӗн пурлӑха нимӗҫсем валли упрать тенине никам та ӗненмӗ. — Ан хӑрӑр, — тесе астутарнӑ Спайдер. — Мӗн пулнӑ сана? Эй, сурсам эсӗ ку ӗҫ ҫине. Жид ачисем, иккӗн, килти йытӑсем пек шкаф ҫывӑхне урайне выртрӗҫ. Эпӗ тахҫанах ҫавӑн пеккине тупасшӑн ӗмӗтленеттӗм. Ҫӑлтӑр евӗрлӗ, хӑйӑрлӑ лапамран, ҫурт ум енчен тӳрӗ сукмаксем ҫаран урлӑ аялалла, ӗшненелле чупаҫҫӗ, унта йывӑҫсен хушшинче кирпӗчрен тунӑ лутра ҫурт-хуралтӑ курӑнать. Йывӑр шӑплӑх килсе ҫитрӗ… Фернан Магеллан Атлантика тинӗсӗнчен Аслӑ тинӗсе каҫас тесе питӗ пысӑк ӗҫ тума шут тытнӑ. — Каяс тетӗр пулсан, эпӗ сире вӑрмантан тухичченех ӑсатса яма пултаратӑп. — Анчах пирӗн хӑҫан ҫапӑҫмалла пулассине — пӗлместӗп! Часах хӑйӑр пирӗн ура тӗпӗсене пӗҫертме пуҫларӗ, пура пӗренисем ҫине ирӗлнӗ смала тухрӗ. Епле сутӑнчӑксем пур иккен тӗнчере! Судносен каначӗсем, е пирӗн кимӗ пуҫӗнче чакӑртатаҫҫӗ, е тата пирӗн пуҫ ҫинче ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫул ҫинчи ҫынсене тӗл пулса, вӗсенчен Грант капитан ҫинчен ыйтса пӗлме май ҫуккишӗн те вӑл текех пӑшӑрханмарӗ. Тетӗшне простыньпе витсе вырттарнӑ, унӑн пуҫӗ ҫинче янахне ҫыхса лартнӑ тутӑр вӗҫӗн тӗвви мӑйрака пек мӑкӑрӑлса тӑнӑ, урисен пуҫ пӳрнисем простыне ҫурса кӑларасшӑн пулнӑ пекех карӑнтарса тӑнӑ. — Амӑшӗн пилне йышӑнӑр та — шыв парӑр мана! Ҫавӑнпах та ӗнтӗ эпӗ хамӑн анне кампа калаҫнине, кам умӗнче пуҫ тайнине пӗлеймерӗм. Анчах та эпӗ пӗр ҫын ним пӑлханмасӑр, пӗр шухӑшсӑр сӑмахсем каланине пурпӗрех илтрӗм. Тепӗр кунне гусар ытларах йывӑрланнӑ. Ӑҫта халӗ куккӑшӗ, Христофор атте, Дениска? Вӗсем ирхи тӗтре витӗр вӑрманти сукмак тӑрӑх васкамасӑр утрӗҫ, амӑшӗ Софья хыҫҫӑн калаҫса пычӗ: — Ку тӗлӗнмелле аван, — тӗлӗкри пек, ҫав тери аван! «Эпӗ фашист-и? Тӗлӗрӳ сӗмлӗхӗ кӑшт сӗртӗнеет ҫеҫ, ӑнланса пӗтермелле мар, тарӑхуллӑ та асаплӑ тӗлӗк кӗтӗвӗ тӑрлавсӑррӑн выляма тапратать ҫавӑнтах ман хӗрсе тухнӑ пуҫ мимипеле. Салтаксене пулӑшма ял общинисене чӗнетпӗр. Анчах ас-тӑвӑр, юлашки хут ку. — Эсӗ мӗн ӗҫпеччӗ? — ыйтрӗ вӑл унран. Ҫавӑ-ҫав… Дачӑри пӳлӗмӗн пӗчӗк алӑкӗ ҫинче — хут татӑкӗ. Ун ҫине кӑранташпа: «Парти комитечӗ» тесе ҫырнӑ. Кунта Игнатьева юлташ, лӑпкӑ та хӑйне хӑй тытма пӗлекен ҫын ӗҫлет. «Астрономи календарӗнче» Сатурнӑн унки пӗтрӗ тесе пичетлесе кӑларчӗҫ. Часах килет. Джемма — питӗ лайӑх хӗр; вӑл мана питӗ юратать; анчах вӑл айван республиканка, ыттисен сӑмахне итлесех каймасть ҫав. Вӗсенчен пӑрахса кайсан, эпӗ шыв урлӑ ишсе каҫма ыткӑнтӑм, мӗншӗн тесен манӑн хам епле сада пырса лекнине Генрие пӗлтерес килмерӗ. Ку чир, ӗнтӗ инҫете сарӑлнӑ. Икӗ арча лартнӑ урапапа слободкӑран уялла тухсан, вӑл каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Оля кӑшкӑрса чӗнсе илсен, Алексей ӑна хӑйӑр ҫинче, хӗвелпе пиҫнӗ урисене хӑй айнелле хутлатса, ҫуллахи ҫӳхе те ҫӑмӑл платьепе, пуҫне тӗклӗ алшӑлипе чӗркесе ларнине курчӗ. Мӗншӗн тесен, вӑл пирӗн ӗмӗр тӑршшӗпех хаярлӑхпа пулса пынӑ, усалпа хаяр — пӗр пекех вӗсем, эпӗ Макарушкӑн хулӑн словарӗнче ҫапла вуласаччӗ. — Пӗр-пӗр ҫывӑх тусу патӗнче пуль ӗнтӗ, — Юрдан чорбаджи патӗнче мар-ҫке, паллах. Мӗн тумалла пирӗн? Эпӗ каллех уйӑх ҫуттинче кӗпер ҫинчен чупса иртекен икӗ вӑрӑм мӗлкене куратӑп. Кай! Лукашка пырса ҫитрӗ, лашине чарчӗ те яланхи сӑмахсемпе ҫивӗччӗн саламларӗ, вара ногай арӑмӗсем хӗпӗртесе кайрӗҫ пулмалла, вӗсем Лукашкӑпа, хӑйсен тӑванӗпе калаҫнӑ пек, ирӗккӗн калаҫма пуҫларӗҫ. — Эпӗ кунта, — ответлерӗ вӑл: — пыратӑп, каях. Тая савӑнӑҫлӑн ялтӑрарӗ — пӗрле пурӑнас ыйту татӑлчӗ. Тӗксӗмрех Ларионыч кӑмӑллӑн калатчӗ: — Ну, пултаратӑн та эсӗ култарма, туршӑн та! Ӑна мӗнпур япаласем хӑмсӑррӑн, пуҫран кӑна шухӑшласа кӑларнӑн туйӑнса кайрӗҫ, хӑй юратнӑ тата хисепленӗ ҫынсем хаваслӑ пулни ӑна вӗчӗрхентерчӗ ҫеҫ. Вӑл пӗр хушӑ нимӗн те шарламарӗ, унтан ҫапла каларӗ:— Ҫав юлашки ӗҫе мӗнле шикленмелле ӗҫ пулчӗ, — ҫапах чиперех иртсе кайрӗ. — Ара ҫав, ку маншӑн аван та пулма пултармалла. Ну, сывлӑхсем мӗнлерех? — тесе хучӗ. — Ун пекки шыва ахалех пӑтратас ҫук. — Сирӗншӗн савӑнатӑп эпӗ, — тенӗ Соломон. Икӗ пит: пӗри ҫӑмӑл ӳсӗр тата кӑмӑллӑн кулкалаканскер, тепри — кӳпшек, хӗрлӗ питлӗ тата хӑранӑскер, ӑна малтан шарак ҫутӑ ҫапнӑ пек, куҫӗсенчен ҫапса илнӗ… Халӗ ӗнтӗ ним тумалли те ҫук — йӗрсене ним хӗрхенмесӗр таптаса пӗтернӗ. Лӑпланма кирлӗччӗ-ха, урӑххи ҫинчен шухӑшламаллаччӗ, вунҫичӗ сехет тӗлне Гидрографически управленире мана Р. кӗтме пулни ҫинчен аса илтӗм эпӗ. — Епле апла, эсир каялла тавӑрӑнасшӑн мар-и?.. Вӑл Тосун-бей кӗтӗвӗччӗ ӗнтӗ. Америкӑри дикарьсен йӑлтах урӑхла пек курӑнать: вӗсен темӗнле уйрӑммӑнах ҫиллес куҫсем. Вӑл хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те, тӳнсе каясран урисене сарса, кӑкӑрӗ ҫине аллисене хӗресле тытрӗ, хулпуҫҫи урлӑ курайманнӑн чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. Санин чӑн-чӑнах командор пулнӑ пек туса кӑтартрӗ! — Питӗ начар, — терӗ Гленарван. Эпӗ ӑна итлерӗм, анчах вӑл мӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланаймарӑм, мӗншӗн тесен ҫаплах хамӑнни ҫинчен шухӑшларӑм. Самохина сӑмах парӑпӑр. Тытма хӑякан пирвайхи ҫынах кантра илме ӗлкериччен кайса ӳкӗ. Ирччен инҫех мар, кордонран киличчен тӑхта. Кӳме ансӑр ҫулпала, тӗрӗсрех каласан, хресчен ҫуни йӗрри тӑрӑх кӑштӑртатса шуса пырать. Католиксен священникне уйӑрса илейместӗн! Эпӗ вара хампа мӗн пулнисем ҫинчен кӗскен каласа патӑм. Саша кунта-и? Ӗненместӗп эп сире! — Куратӑп, эпӗ вырсарникун сӗрме купӑс калас тенишӗн кӑмӑлсӑрланатӑн ӗнтӗ эсӗ, — терӗ вӑл. Лозневой ҫав тери хыпаланса ун пиҫиххине вӗҫертрӗ, гимнастёркипе брюкине тата ботинкисене хывса илчӗ. — Эпӗ ҫак кунсенче каллех Инсарова тӗл пултӑм, — терӗ Берсенев, калаҫма тытӑнса, — эпӗ ӑна хам пата хӑнана чӗнтӗм; тем пулсан та, сана унпа паллаштарасшӑнах… тата Стаховсемпе. Италире, папӑран пуҫне урӑх, ҫавӑн пек ырӑ ятлӑ аслӑ духовнӑй ҫын пуррине эсир те пӗлместӗр пулӗ. Тата мӗн кирлӗ! — Килетӗп, — терӗ вӑл. Лиана вуллинчен тунӑ кӗпер урлӑ каҫнӑ чухне вӗсем юхӑм илсе каякан курӑк купи айӗнче пӗчӗк ача пуррине тӗшмӗртмерӗҫ те — унран вӗсем хӑйсене йӑпанӑҫ туса хума пултаратчӗҫ. — Мӗн сутаҫҫӗ, мӗн илеҫҫӗ — пурне те тиесе ҫӳрет вӑл. Фома пуҫне сулса илнӗ. Ҫаплах ара, ҫаплах! Пӳртумӗнче ура сассисем илтӗнсен, Ерофей Кузьмич шӑпланчӗ. Башибузук куҫ чалӑртса арман еннелле пӑхрӗ, шӑхӑрни ҫавӑнтан илтӗнсеччӗ-ҫке, вара тинех алӑпа сулкалакан Огнянова асӑрхаса, каялла васкавлӑн чупса анчӗ. — Рита алли хӑйӗн тусне ыталаса илчӗ. Кан-ха… Давыдов халӗ унӑн ҫӑмӑл уттине, ҫамки айӗпе ӑшшӑн та мӑшкӑлларах, пурне те куракан куҫӗсемпе пӑхнӑ май, ҫинҫе аллисемпе килӗшӳллӗн ҫӳҫне тӳрлетсе илнипе те курчӗ. Исидорӑна ҫӑлма тухса кайнӑ ҫамрӑксен отрячӗ Аламо таврашӗнче нимле индеецсем те тупмасӑр, часах каялла тавӑрӑннӑ. «Эпӗ сире, Иван Иванович, хур аҫи евӗрлӗ терӗм». — Вӑт, акӑ мӗнле кавар тӑвӑпӑр, — терӗ вӑл, — сӑвӑс сан енче пулнӑ чухне, эсӗ ӑна хӑвӑн мӗн чухлӗ хӑвалас килет, ҫавӑн чухле хӑвалама пултаратӑн — Эпӗ ӑна тивес ҫук; анчах эсӗ ӑна ман паталла тартсассӑн, вара эсӗ ӑна вӑл сан еннелле куҫичченех ан тив, — терӗ. Пӗчӗк пӳлӗмсене каллех ӗҫлес кӑмӑл тулчӗ. Эсӗ бригадир тесе хӑраса тӑмӑп! Ҫил ҫӗкленет. Вакула пӗтнӗ тенине илтсен, Чуб савӑнмарӗ те, хурланмарӗ те. Шухӑшӗ пӗрре унӑн: Солоха хӑйне улталанине ниепле те манаймасӑр, тӗлӗрсе выртнӑ хушӑра та вӑл ӑна ятлаҫма пӑрахмарӗ. Пӗлетӗн-и эсӗ, Куян… пӗлетӗн-и, Джоанна, вӗсен ҫулталӑкӗпе те праҫник пулмасть, вӗсене ҫулталӑкӗпе те ниҫта ямаҫҫӗ: цирка та, театра та, негрсен балаганне те, ниҫта та, ниҫта та! Батарейӑри тупӑсенчен пӗри, ҫирӗм тӑватӑ кӗрепенкеллӗ етрепе перекен каронада, сӑнчӑртан вӗҫерӗнсе кайнӑ-мӗн. Ҫитменнине тата ӑна сасартӑк килсе кӗнӗ шухӑш та илӗртнӗ: ҫар ӗҫӗнче те пысӑк ҫынах пулма пултаратӑп, тенӗ вӑл. — Юрату ҫинчен… Тарҫи тарма хӑтланчӗ… Хресченсен пӑлхавӗ вӑйлансан, Англи десанчӗ килсе ҫитет. Темиҫе казак ватӑ капитана ярса тытрӗҫ, ӑна ҫакса вӗлермелли вырӑна сӗтӗрсе пычӗҫ. — Питӗ лайӑх, — терӗ вӑл. Сулӑ сарлакӑшӗ вуникӗ фут, тӑршшӗ вунпилӗк-вунулт фут, шыв ҫинче улт-ҫич дюйм хулӑнӑш ҫирӗп, тикӗс урай курӑнса пырать. Гаррис сутӑнчӑклӑхӗ пирки, вӑл малашне мӗнле хурлӑх кӳресси пирки шутласа илме те пултараймарӗ. Чирӗ йывӑра кайрӗ. Шывран кӑларсанах ӑна ҫырана чавса пытарнӑ. Вӑл ман ҫине хӗрес хывса:— Ачасем хӗненӗ ӑна, — терӗ. Чирлӗ ҫын хӑшпӗр сӑмаха чун хавалӗпе калама тӑрӑшать, анчах ун нимӗн те пулмасть, вара вӑл ӗҫ тухманнине сиссе тӗлӗннӗ пек пулать те хӑех лӑпланать. Типографинче вӑл фермерсем валли икӗ пӗчӗк пӗлтерӳ наборласа пичетленӗ — лашасем сутасси ҫинчен — ҫавӑншӑн тӑватӑ доллар илнӗ. — Тен, хӑш чухне эсир ахаль те… хӑнана кӗрсе тухкалӑр, ҫапла-и? Леш, учитель-и? — сасартӑк ыйтрӗ Вышимирский. Эхер те эсир темлескер мар, тӳрӗ, ултавсӑр ҫын-тӑк… — Сывлӑх сунатпӑр! чипер килсе ҫитнӗ ятпа сире, ваше благородие! — терӗ фельдфебель, Козельцов ҫине савӑнӑҫлӑн та кӑмӑллӑн пӑхса. Пӗри питӗ асапланнӑ. — Вӑл хӗрарӑм иккенне хамӑр та куратпӑр, — терӗ гренадерсенчен пӗри. Площадьре хупахӑн кӗленче алӑкӗ шалт! тутарни илтӗнет, такам ух! тесе илчӗ, ӳкрӗ пулас, вара каллех кашни секундрах темӗскерпе хӑратма хатӗр тӑракан шӑплӑх пулчӗ. Ганко ҫав вӑхӑтра пӗр клиентӑн пуҫне ҫӑватчӗ, вӑл пӗтӗмпех хӑй ӗҫӗпе аппаланать. Укҫа тупни ҫинчен ҫав тери нумай калаҫрӗҫ, ӑна ҫав тери хапсӑнса пӑхрӗҫ, ӑна ҫав тери хытӑ пӑхса савӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та граждансенчен нумайӑшӗ ҫавна курнипе ухмаха ерсе кайрӗҫ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара, тӑванӑм, генералсем ун патне ушкӑнӗпе чупса пычӗҫ: «Епле-ха? — Анчах, никама та ан шарлӑр. Акӑ ӗнтӗ эпир юханшыв тӑрӑх анаталла анатпӑр. Каллех ирӗкре. Мӗн тери лайӑх та иккен ҫакӑ! Анлӑ юханшыв варринче хамӑр кӑна ишетпӗр, никам та тивмест пире! Хуллен каялла ҫавӑрӑнса кайса, Зеб хӑй кӗсрине хӑлхинчен шӑппӑн темскер каланӑ та акацисем ӳссе ларнӑ ҫӗрелле кайнӑ. Мӗн пулчӗ? Хытӑ каякан хӗвеллӗ лашасене кам хуса ҫиттӗр? Эсир ӗнер кунта мана урӑхлатни ҫинчен асӑрхаттартӑр, — терӗ вӑл Катя хӑй ҫине темӗскер ыйтнӑ пек пӑхнине сиссе тата унӑн куҫӗсенчен пӑрӑнса. Эпӗ ӑна ҫывӑхах ятӑм, ав ҫав курӑк туни пекех, вара тӳрех петӗм… — Пӑшалу кайман пулсан? — Эпӗ пӗлместӗп! — терӗ кӑмӑллӑн Весовщиков, айӑпа каҫарнӑ пек шӑлне йӗрсе. Ҫавӑн хыҫҫӑн пурӑнма кирлӗ-и вара? Пӗр сӑмахла, эпир пулӑшсан, вӑл ӗҫлеме пултармалла-ха, ҫапла шутлатӑп эпӗ. Вӑл сасартӑк хӑй салтаксем хӑйне таптаса каясран хӑраса ӳкрӗ; эпӗ контужен, тесе кӑшкӑрса ярасшӑнччӗ вӑл, анчах ҫӑварӗ типсе ларнӑ-мӗн ун, чӗлхи ҫӑвар маччи ҫумне ҫыпҫӑнать, чӑтма ҫук ӗҫес килет-мӗн ун. Эсӗ, Никита, Илья ҫинчен пӗлетӗн-и? Унтах тата сенатра столоначальник пулса ӗҫлекен хӑйӗн лайӑх тусӗ, бостонла вылянӑ чух ялан чееленекен Ярышкин курӑнать. Акӑ тепӗр майор, асессор чинне Кавказра илнӗскер, аллисемпе сулкаласа хӑй патне чӗнет… Унтан пурте ашшӗпе, темӗнле палламан моряксемпе сывпуллашнӑ. Уйӑрлас умӗн ашшӗ Катьӑна ҫӳле-ҫӳле ывӑтса янӑ та хӑйӗн ҫепӗҫ аллисемпе, пысӑк аллисемпе тытса илнӗ. Акӑ ӑна Нью-Йоркри ватӑ господин ҫул ҫине тата ҫӗр илме укҫа пачӗ пек те, вӗсем, Марысьӑпа иккӗшӗ, каялла, килне каяҫҫӗ пек. — Талант! Таҫта инҫетре юрлаҫҫӗ пулмалла, тесе шухӑшне илчӗ Кралич, инҫетре юрланине пула сасӑ илемсӗр янӑрать, ҫывӑхра илтӗннӗ пек туйӑнсан та, ҫак вырӑн ытла шӑп пулнипе кӑна ҫакӑн пек уҫҫӑн илтӗнет пулас… Акӑ вӑл хӑйӗн ашшӗне сода тӑвас ӗҫӗн тупӑшлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартать… Унран сулахай енчи — Цвета Проданова: вӑл ав ҫав ӗннӗ пек тӑраткаланнӑ мӑйӑхлине савать. Хӑйне хӑй лӑпкӑрах тытма тӑрӑшса, юман алӑка хӑй енне туртрӗ. Тӗлӗнсе хытнӑ Фигурӑпа Квакин та чӗнмерӗҫ. Эпӗ ватӑ, калама пӗлместӗп. — Халех мар, каярахпа, ҫынсем ҫывӑрма выртсан. Шӗвӗр хӳре пек сухаллӑскер? Ҫапла шухӑшлаҫҫӗ ҫакӑнта тӑракансем пурте тенӗпе пӗрех, хӑйсен ӑшӗнче суд тума пуҫламашкӑн сигнал пуласса кӗтсе. — Начар! — терӗ Озеров. Хӑранипе сывлайми пулса, вӑл старик ун чаршавне уҫса пӑхасса кӗтрӗ. Уэлдон миссис ҫывӑракан Джека Нэна тыттарчӗ. Ҫавӑ пӗр виҫӗ кун хушшинчех пулса иртӗ, тен. Оленин тӗлӗнчен иртнӗ чухне Лукашка ӑна ӑшшӑн пуҫ тайрӗ. Тихон хӑйӗн хулпуҫҫийӗ ҫинчи йывӑҫсене силлесе илчӗ те ҫӗре тимӗр кӗреҫепе таклаттаркаласа малалла утрӗ, хӑй малтанхи пекех лӑпкӑн калаҫса пычӗ: — Эсӗ манран ан шиклен. — Атте, хӑвар пире. — Моряк ҫӗлӗкне хывса пӑрах, вӑл сана тыттарма пултарать. — Тур ҫырлахтӑр, мӗн пулма пултарать-ши тӗнчере ҫакӑнтан лайӑхраххи? Давыдов будкӑран ҫара уран тухрӗ. Натали йывӑррӑн сывласа илсе каларӗ: — Хӗрарӑма арҫынтан ытларах вӑй кирлӗ, ӑна икӗ ҫын тӳпи вӑй кирлӗччӗ, турри ӑна сахалтарах парса хӑварнӑ! Ачамсем! Эпӗ сире Марском тесе пӗлтеретӗп. Манӑн ытарайми Бальзак пек хумхантаракан та савӑнтаракан кӗнекесене вулас килетчӗ. Тата, унӑн ывӑлне ҫак кунсенчех Мускавран илсе килеҫҫӗ…» «Турӑ парсан — тӑна кӗретех, — марсиансен пульлисен вӑйсӑрлӑхне Гусев хӑй тӗрӗслесе курнӑ. Каҫхи апат хыҫҫӑн Володьӑпа Дубков, Нехлюдовсӑр пуҫне таҫта кайса килчӗҫ те ӑна чипер хӗр тесе йӗкӗлтерӗҫ. — Кама пытараҫҫӗ вара? Ну? Пассажирсене каялла пуҫтарӑнма чӗнсе, пӑрахут ҫинче пӗр ҫур сехет хушши чанне ҫапса тӑнӑ. «Ҫук, капла юрамасть, — терӗм эпӗ юлашкинчен, — пӗлес пулать: мансӑр пуҫне кам пур кунта. Джеральд хӑй плащӗн аркинче ҫӗҫӗпе пӗр ӗрет шӑтӑк шӑтарса тухнӑ, унтан хӑйӗн креповӑй шарфне салтса, ӑна тӑршшӗн ҫурса тухнӑ. Килне унӑн каясси килмерӗ: йӗклентермеллех йӑлӑхтарса ҫитернӗ пӗртен-пӗр чӳречеллӗ, ансӑр, вӑрӑм пӳлӗмӗпе унти мӗнпур япали ҫинчен аса илмешкӗн те пулин уншӑн хӑрушӑ та йӗрӗнчӗклӗ. Ун пек чухне Володя часрах кӗтессерех кайса пытанчӗ, мӑйне тӑсса, каллех кунталла килмеҫҫӗ-ши тесе, ҫӳлелле пӑха-пӑха илчӗ. Персе вӗлересрен хӑраса ӳкнӗ обыватель яра куна кунӗпех пӑшал йӑтрӗ. Анчах та — кун ҫинчен урӑх калаҫмӑпӑр. Лиза ӑна итлемен. Мӗнле айванла япала ку? Анчах ҫапах та вӑл ман чунӑмра темскер хӑваратчӗ; мана вӑл Исаия пророк майлӑ пулса, тӳрӗ сӑмахсем каласа хӑтланнин ӳсӗр хӑюлӑхӗ кӑмӑла каятчӗ. Куҫаракан ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, эпӗ мӗн ыйтнине Япони императорӗ пӗтӗмӗшпех тӑвать, мӗншӗн тесен Лаггнегг королӗ унӑн тӑван шӑллӗ пулать. Вӑл Вудли Пойндекстер. Бенедикт пичче вӑрман хӗррине тӗпчес шутпа ту айккипе ҫӳлелле кармашнӑ вӑхӑтра Негоро васкамасӑр шыв вӑрринелле утрӗ, унтан чӑнкӑ ҫыран хутлӑхӗнче курӑнми пулчӗ. Ҫав вӑхӑтрах йӗри-тавра пухӑнса тӑнӑ ҫынсем вӗри сывлаҫҫӗ, шавлаҫҫӗ: — Ил ҫавна, хӑвӑнтан кайран ачусене тӑхӑнса ҫӗтмелӗх те юлӗ. Шур кӑткӑ ятлӑ термит йышне вӗлерекен термитсем, сарӑ мӑйлӑ термитсем, ҫутӑран хӑракан термитсем, ҫыртакан термитсем, ҫӗмӗрекен… Примусне те чӗртеймен-ха вӑл, куҫӗнче куҫҫуль тумламӗсем палӑраҫҫӗ. Ҫак вӑхӑтра ученый ҫине пӑхса тӑма питӗ кулӑшла пулчӗ. Иккӗмӗшӗ — кӗнекесене кам ҫырать? Е санӑн ҫав темле княжна пирки ҫынсем мӗн шухӑшлаҫҫӗ, хӑвӑн пирки ҫавнашкал шухӑшлама пултарни ҫинчен шутламалла мар, е ҫапла шутлатӑнах пулсан, шухӑшна малалла тӑс, урӑхла каласан, хӑвӑн ҫинчен мӗн шухӑшлама пултарнине эсӗ пӗлетӗн, анчах ҫав шухӑшсем саншӑн ытла та ют, эсӗ вӗсенчен йӗрӗнетӗн, вӗсемпе усӑ курса ху нимӗн те тӑвас ҫук, тесе шутла. Унӑн столици — Калэ. — Ҫил мана сулахай айӑкран вӗретчӗ, халь тӳрех пите хирӗҫ. Ку вӑл — эпир ҫынсене пӗр-пӗринчен уйӑракан, вӗсене пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑратакан, пӗр-пӗрин хушшинче нимӗнле килӗштерме ҫук хирӗҫӳ туса яракан, ҫав хирӗҫӗве пытарма е ӑна тӳрре кӑларма тӑрӑшса суякан, пурне те ултавлӑ, икӗпитленнипе, тарӑхупа пӑсса яракан уйрӑм ҫын харпӑрлӑхӗн тӑшманӗсем пулнине пӗлтерет. Петлюровецсем мана ҫаратрӗҫ, хама чутах вӗлеретчӗҫ. — Ҫапла, ман пек асап, хӗн курса ирттернӗ хыҫҫӑн кӑна, ҫакна пула ҫеҫ эпӗ тӗп япалана ӑнланса илтӗм, мӗн пулса тухассине ӑнлантӑм, ҫавӑнпа вара мӗн пуррин пӗтӗм хӑрушлӑхне куртӑм. Анчах малалла ҫул ҫинче пит пысӑк йывӑҫӑн горизонтальлӗ тӑракан хулӑн турачӗ тӗл пулчӗ. Ӑҫта кайнӑ вӑл? Эйре тата Лейхард ҫинчен асӑнса илетӗп, вӗсем Австрали тӑрӑх 1840-1841 ҫулсенче ҫӳренӗ; Мана пулӑшу парӑр тесе чӗнме намӑс пек туйӑннӑран чӗнмерӗм, ҫак мӑшкӑла курса мана ирӗке кӑлариччен минутран кая мар вӑхӑт иртрӗ пулӗ. Эпӗ пит кулӑшла пек туйӑнтӑм пулмалла. — Куна ӗнтӗ ухмах та тавҫӑрса илмелле. Тен, сана кирлӗ пулӑп тесе шутларӑм, анчах эсӗ ҫакӑн пек мӑнаҫлӑ герой-тӑк — хӑвах хӑтлан эппин. — Остенпа килӗшетӗп эпӗ, — терӗ Огнянов, ҫил каснине пула ӳпӗнсе утнӑ май, — атьӑр Дико патне кӗрсе тухар. Эпир вӑл вӑхӑтра кӑнтӑр широтин 30° ҫинчеччӗ. Карапӑн экипажӗнче аллӑ ҫынна яхӑнччӗ. Вӗсем хушшинче хамӑн пӗр тахҫанхи юлташа, Питер Вильямса, тӗл пултӑм. Вӑл капитана ман ҫинчен пит ырласа каласа пачӗ. Тавралӑх шӑпланчӗ. — Мӗн, вӑл сывлӑхлах мар пулас? — тесе ыйтрӑм эпӗ юлашкинчен Ермолайран. — Ылхан ҫиттӗр ӑна! — тет Кольхаун, йӑлтах аптӑраса ҫитнипе аллине сулса. Итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн пӑртак аса иле пуҫланӑ хресчен унран:— Тӑхтӑр-ха, вӗсем виҫҫӗн терӗр-и, эсир? — тесе ыйтрӗ. Кунта ҫакӑ савӑн-тарать: Коломнӑра пурнакансем — чухӑн карчӑксем, вак чиновниксем, вак-тӗвек артистсем, пӗр сӑмахпа, ҫав эпир ҫӳлте асӑннӑ вӗт-шакӑр ҫынсем темле асапа та тӳссе ирттерме килӗшнӗ, анчах ҫав хӑрушӑ ростовщик патне кивҫене кайман. Малтанах мӗн пулнине ӑнлансах илеймеҫҫӗ пулмалла та — ак вара явӑнаҫҫӗ, ак сӗрлеҫҫӗ! Ҫакӑн хыҫҫӑн ҫупа сӗрсе якатнӑ ҫӳҫӗме тӗкӗр умне тӑрса чылайччен турарӑм; анчах тем пек тӑрӑшсан та пуҫ тӳпинчи кӑнтарса тӑракан ҫӳҫ пайӑркине вырттарма пултараймарӑм: ҫав пайӑрка якалса выртрӗ-ши тесе щеткӑпа пусма пӑрахсанах, вӑл ҫӗкленет те тӗрлӗ еннелле чанк тӑрать, ман сӑна ытла та кулӑшла туса хурать. Пӑлханнипе Анна Васильевнӑн пуҫӗ чӗтренсе илчӗ. Часах тӳпе шӑпланчӗ. — Эпир темле лагерь куртӑмӑр, Уэлдон миссис, — тавӑрчӗ Том, — лагерь-и, тен, ял. — Сӑмах май, эсӗ пиртен чылай хыҫалта пыни лайӑх пулчӗ. Вильсон, Мюльреди, Джон Мангльс, Паганель, Роберт — пурте пӗр сасӑпа ҫӗкленчӗҫ. Вӗсенчен кашниех хӑй каясшӑн. Ҫакӑн, хӑйне кура, сӑлтавӗ пур, мӗншӗн тесен, капитал ҫуккипе тата пӗлӳ ҫуккипе, пирӗн вак-тӗвек сӑранҫӑсем производствӑна тивӗҫлӗ пек ҫӳллӗ вырӑна ҫӗклеме, ҫав вӑхӑтрах ӑна йӳнетме те пултараймаҫҫӗ… Тепӗр минутран Леденев ҫитсе те ларчӗ, ун аллине савӑнӑҫлӑн тытса чӑмӑртарӗ. Амӑшӗ чей ӗҫме чашӑксем хатӗрленӗ май, пуҫӗпе сулкаласа, ӗҫсем епле тӗлӗнмелле пулса пыни ҫинчен шухӑшларӗ: акӑ, вӗсем шӳт тӑваҫҫӗ, халь, ирхине, кулкалаҫҫӗ, анчах кӑнтӑрлапа мӗн кӗтнине — кам пӗлет? Тул ҫутӑличчен Тэчер судьяна тата ӑна пулӑшса ҫӳренӗ ҫынсене ҫӗр айӗнчи шӑтӑк ӑшӗнчен кантрасемпе туртса кӑларчӗҫ те (вӗсем унта кантрасемпе ҫыхӑнса ларнӑ пулнӑ-мӗн) вӗсене савӑнӑҫлӑ хыпар каласа кӑтартрӗҫ. Игнат хӑлхине:— Ҫуратаймасть капла… чиркӗве ярасчӗ, алтарь алӑкне уҫтарасчӗ… — тенӗ сасӑсем ҫиткеленӗ. — Савнӑ шӑллӑм, сан сассуна илтме пултарсан, пирӗн атте епле телейлӗ пулӗччӗ-ши! Вӑл унӑн амӑшне хӗнеме пуҫлать, ҫак вӑхӑтра пӗчӗкҫӗ Гаер Кулий хӑйӗн амӑшне хӗненине лӑпкӑн кӑна пӑхса тӑрать. Ҫитменнине тата, инкеке тенӗ пекех, дьякӑн, михӗре ларса ҫӳрени хыҫҫӑн, сасси пӗтсе ларнӑ та аран ҫеҫ чӗтренсе тухать; чӑн та ӗнтӗ, таҫтан килнӗ юрӑҫӑ баспа аванах юрлать, анчах тимӗрҫӗ пулнӑ пулсан, ӑҫта ӗнтӗ унта, темиҫе хут лайӑхрах пулӗччӗ, вӑл вӗт, «Отче наши» е «Иже-херувими» юрлама пуҫласан, клирос ҫине хӑпарса тӑратчӗ те, Полтавӑри чиркӳсенче юрланӑ пекех чаплӑ юрлатчӗ. — Тупата туршӑн! терӗ Оленин. Амӑшӗ кӑмакана ытлашши хутнӑ пулмалла. — Эпӗ, ачасем, сирӗншӗн те ҫапӑҫрӑм. Мӗн тума ҫапла каларӗ-ха вӑл? Кам эсӗ? Лиза хӑраса ӳкнӗ те кӑшкӑрса янӑ. — Вӗсем мӗнле чӗрчунсем пулнине эпӗ сана калама пултараймастӑп, — тенӗ аслашшӗ. Жоржетта пуҫӗ Гро-Ален хулпуҫҫийӗ ҫине усӑнчӗ те, вӑл каллех ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл ӑна йӑпӑр-япӑр ярса илчӗ, ун ҫине хыт кукар ылттӑн ҫине пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те хӗвне чиксе хучӗ. Вӑл ҫав сӑрт ҫине хӑпарнӑ та, ӑна пур енчен те тӗпӗ-йӗрӗпех ҫырса кӑтартнӑ, унта ӗнтӗ пӗр сӑмах хушса хума та ҫук. Халӑх шӑпланасса кӗтсе, вӑл хӗсӗнсе ларнӑ ҫынсен ҫийӗпе таҫталла пӑхать, ҫамрӑк та илемлӗ куҫне ҫеҫен хирти инҫете пӑхнӑ чухнехи пек хӗсет. Пӗр коробкине уҫса, вӑл ун ӑшӗнчен кантӑксӑр куҫлӑх кӑшкарне туртса кӑларчӗ, сӑмси ҫине тӑхӑнтарса лартрӗ те, ман ҫине сиввӗн пӑхса ҫапла каларӗ: — Кантӑксем ҫукки вӑл ним те мар, ку куҫлӑх ахаль ҫавӑн пек йышшискер! Маркиз тӑчӗ те Тельмарш кӑтартнӑ еннелле утрӗ. — Мӗнле урам ку? — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл, макӑрса ярас пек сасӑпа. Кипарис шыв хӗрринчех, каҫмалли вырӑнтан инҫе мар ларать. Унтан телескоп патне чикмекпе улӑхрӗ те шыравҫӑпа Марса тупрӗ. Марс халӗ Петербург ҫийӗн ҫӗкленнӗ. — Ара ҫӑварна хупсамччӗ эсӗ! — кӑшкӑрчӗҫ хыҫалтан, кулкаласа. Явӑлӑн чеелӗхне асӑрхӑр тата: ну, киленӳ, ырӑ курни тейӗпӗр, апла пулсан, ырӑ курниех темелле ӗнтӗ, хӗрарӑм пылак апат пулнине йышӑнмалла. Манӑн сӑн-пуҫӑм ҫав тери айван курӑнчӗ пуль ҫав, Кораблев ирӗксӗртен кулса илчӗ. Вӑл чирлӗ мар-и? Эпӗ сана икӗ ҫыру ятӑм, мӗншӗн эсӗ Сид кунта тесе ҫыратӑн тесе ыйтнӑччӗ — мӗнле ӑнланмалла куна? Игнат ун ҫине тӗлӗнсе, тинкерсе пӑхса илнӗ. — Вара аҫуна ҫавӑн пек калама юрать-и, э? — тесе ыйтнӑ вӑл. — Ӑҫта сӗтӗретӗн эсӗ ӑна? — сиксе ӳкрӗ вӑл Лена ҫине. Унӑн хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫлама май килнӗ. Иртнӗ каҫхине вӑл удупана ҫитсе кӗнӗ, ҫакӑнтан вара хӑйӗн тусӗсене хӑтарма майлӑ вӑхӑт килессине кӗтнӗ. — Эпӗ каларӑм!.. Ну, мӗнле, калаҫса татӑлтӑмӑр-и? Конвоир Павел аллинчи пӑшала туртса илесшӗн урнӑ пек лӑскать: пӑшала ҫавӑрать, ҫамрӑк ачан аллине тӗрлӗ май пӑркалать. Пӗлӗтри ҫӑлтӑрсем хӑвӑрт сӳнеҫҫӗ те пӑшӑрхантарса ҫуталаҫҫӗ. Мӗн тума та пулин шут тытмалла та ӑна туса пӗтерме тӑрӑшмалла. Гусев тӗрӗс асӑрханӑ: сив чир. Ҫак съездра пӑхса тухма хатӗрленӗ Конституци проектне тӑвакан Конституци Комиссине, пурте пӗлеҫҫӗ, ССР Союзӗнчи Советсен VII-мӗш Съезчӗ ятарласа йышӑннӑ постановлени тӑрӑх тунӑ. Боримечка, чӑн та, мулкач йӗрне ӳксен, пӑшалпа пемесӗрех ӑна вӗтлӗхре алӑ вӗҫҫӗн тытнӑ иккен. Шӑтӑкне питӗрсе лартсан, «Попытка» ҫурҫӗрелле ҫул тытса малалла ишсе кайнӑ. Вӑл каламан-ши ман ҫинчен: манӑн та хамӑн йӗрке пур, тесе? Вӗсемпе ҫӗкленсе ҫӳлелле сирпӗнекен шыв витӗр уйрӑм чӗрчунсене аран-аран уйӑрса илме пулать. Грушницкий шӑпах ҫӑл патӗнче тӑрать. Тӳремре урӑх никам та ҫук. Эпӗ каллех пӑшӑрханма тапратрӑм — кӗҫ-вӗҫ старик килсе тухассӑн туйӑнчӗ. Ҫапах та ку Катя-ха, темшӗн эпӗ вӑл Марья Васильевна пек пуласран хӑраттӑм та, Катя ун евӗрлӗ мар. Тӑхта, эпӗ санпа татӑклӑнах калаҫса пӑхас тетӗп, ҫитменнине, шӑпах ҫакӑнта. Халӑх хирӗҫлесе кӗрлеме, хускалма тапратрӗ; становой патнелле ҫывхара пуҫларӗ, лешӗ ҫакна асӑрхарӗ те, аяккалла сиксе илсе, хӗҫне йӗннинчен туртса кӑларчӗ. Ку сквайр пулчӗ. Эпир ӑна тутӑрсемпе султӑмӑр тата виҫӗ хутчен «ура» кӑшкӑртӑмӑр, Сильвер пуринчен хытӑрах кӑшкӑрчӗ. — Ну, мӗнле пек сире? — ыйтрӗ сестра, хӑйӗн ҫинҫешке те ачаш пӳрнисемпе унӑн кӑшт кукшарах пуҫне ҫӗклесе минтерне тӳрлетнӗ май. Володя унӑн пӳрнинче ылтӑн ҫӗрӗ пуррине асӑрхарӗ. Апла ӗҫӗ те лайӑх пырӗ. Юргин ҫак боеца палласа илчӗ: «Мартьянов!» терӗ те окопран сиксе тухрӗ. Апла тесен, ҫӑраҫҫи тыттарас та ӑна, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Манӑн санпа калаҫмалли пур. — Ӗҫ вӑхӑтӗнче, ҫулла… — Пирӗн яланах ӗҫ вӑхӑчӗ — хӗлле те, ҫулла та, ҫулталӑкӗпех — ӗҫ вӑхӑчӗ. — Эпӗ мӗн каласшӑн… Пӗри вӗсенчен, кӑвакарнӑ пӗчӗкҫӗ старик, хӗрлӗ питлӗскер, шӑши куҫлӑскер, Фома кӳрентернӗ купецсем еннелле сасартӑк ҫаврӑнса, тутлӑ сасӑпа юрлавлӑн каланӑ: — Ку вӑл — чун ҫумӗнчи сӑмахсем! Эсӗ илеме кӑмӑлламастӑн, ӑҫта мӗнле илем тӗл пулатӑн, ӑна юратмастӑн пулсан, вӑл сана сан искусствунта та парӑнмасть. Ӑна турӑ пӗлсе тӑтӑр, эсӗ ан ҫыпҫӑн унта. Авӑ епле вӑл, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! — савӑнӑҫлӑн кӑшкӑрса ячӗ Трубачев, Разметновӑн пӗр патронсӑр, пуш-пушӑ барабанлӑ наганне пуҫӗнчен ҫӳлерех ҫӗклесе кӑтартса… Кайрӑмӑр? Вӑл католиксен чиркӗвӗн чи чаплӑ проповедникӗсенчен пӗри, хӑйне кура, вӑл Ламбручини пекех сиен кӳрекен этем. Епле сана юратаҫҫӗ! Пурте хӑйсем шухӑша путнӑ, салхуллӑ та хуйхӑллӑ. Ежов… Марья Николаевна шухӑша кайса, ҫавӑрӑнса пӑхрӗ. — Ку вӑл газсемпе антӑхнӑран. — Ячейкӑсен пухӑвӗсене пухас тӗлӗшпе пурне те туса ҫитернӗ-и? Ҫитернӗ? Радуб ун ҫине сиксе ӳкрӗ те чавсинчен тӗртрӗ, пистолет ҫӳлелле персе ячӗ, унтан Радуб ӑна ваннӑ янахӗнчен тытрӗ. Зал алӑкӗ хупӑ, унтан пӗр тикӗс агреggio тата унӑн сассипе арӑм сасси илтӗнет. Паганель хӑйпе пӗр ҫӗршывра ҫуралнӑ ҫыннӑн, хисеплӗ Вио господинӑн аллине тытса чӑмӑртарӗ. «Эхер ку чӑнахах эсӗ пулсан, — тетӗп эпӗ, — курӑнсам эсӗ ман куҫа, вара эпӗ сана ыталама пултарӑп». «Итлӗр, манӑн хӑрах куҫӑм ҫине пӑхса вӑхӑта ирттериччен, кӳрӗр, хамӑр икӗ тусӑмӑра мирлештерер! Астрономсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, Ҫӗр 1910 ҫулта чӑннипех Галлей кометин хӳри витӗр тухмалла пулнӑ. Килте Ситанова приказчикӑн сӗнӗвӗ синчен каласа кӑтартрӑм, Евгений салхулланчӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене шанманни, вӗсем хӑйсен ачисенчен аслӑрах та ӑсларах тесе шутлама хӑнӑхни халь ӗнтӗ урӑх туйӑмпа, вӗсене хисеплес туйӑмпа пӗрлешрӗ, мӗнле пурӑнас пирки шухӑшланӑ сирсе сирӗлми шухӑш халь — урӑхла, лайӑх пурӑнӑҫ пулма пултарасси ҫинчен хӑюллӑн та ним хӑрамасӑр калакан ҫамрӑклӑх кӳнӗ кӑсӑк ҫине куҫрӗ. Эпӗ чугунтан пӗр кашӑк ӑсса илетӗп, вӑл — пиллӗк ӑсать. Ҫак ӗҫ эпӗ Белогорск крепӑҫне пырса кӗриччен маларах пулнӑ. Хӗрарӑм мӗн-мӗн кӑна тумӗ-ши ҫав чечеклӗ тутӑр татӑкӗшӗн!.. — Ӑслӑ та маттур ҫын вӑл, анчах аскӑнлӑ шухӑшсемпе пӑсӑлнӑ. Акӑ вӑл: самолетпа вӗҫнӗ пулсан Амундсен кӑнтӑр полюсне ҫичӗ хут хӑвӑртрах ҫитнӗ пулӗччӗ. Джемма ун еннелле ҫаврӑнмарӗ, вӑл ҫаплах чие ҫырли суйласа ларчӗ, пӳрне вӗҫӗсемпе вӗсене асӑрханса тытрӗ, вӗсен ҫулҫисене ҫӗклерӗ… Унпа пӗрле унӑн икӗ юлташӗ — Роберт Литльпа Генри Мюлис Брюнер кӳллин тепӗр енне каҫнӑ. Вӑл мана хулана полици патне ячӗ, хӑй якалса кайнӑ пальтовӗпе чӗркенсе, урисене шӑтӑкалла усса, шӑтӑк хӗррине кӗрсе ларчӗ. — Ытла ир ҫивӗчленме пуҫларӑн. Амӑшӗ ҫак сӑмахсене ывӑлне каласа пачӗ, ывӑлӗ, ним калама пӗлмесӗр, хулпуҫҫисене выляткаласа илчӗ, хохолӗ вара хӑйӗн мӑн сассипе ахӑлтатсах кулчӗ. Хӑш! туса илнисем ҫинчен калас пулсассӑн, манӑн хӑш! туса ларма вӑхӑчӗ те ҫук — халӗ ҫӗр хӑна яхӑн йышӑнмалла пулать вӗт, вӗсем пурте тенӗпе пӗрех ют хӑнасем. Вилӗмрен хӑрани ҫеҫ ӑна хӑй ҫулӗпе малалла хӑваланӑ. Симурдена укҫа тӳленӗ те алӑкран кӑларса янӑ; вӑл вара обществӑн ҫӳлте тӑракан ушкӑнӗнчен каллех халӑх хушшине кайнӑ. Кӗнекере эпӗ вӗсен лӑпӑртатӑвӗ ҫинчен вуланӑ. Татьяна, кай-ха, Петӗре чӗнсе кил хӑвӑртрах. Ҫулла — ҫӗртен, хӗлле — юртан. Ун хыҫҫӑнах суд ҫурчӗ умне хӑя кӳмипе Кирила Петрович пырса ҫитрӗ. Кил-йыш турра юрӑхлӑ пурӑнма юратнӑ, — ӑвӑс, ладан, йывӑҫҫу шӑрши пӳлӗмсенчен сирӗлмен, ӳкӗнсе ахлатни, кӗлӗ сӑмахӗсем калани кунӗпех сывлӑшран сирӗлмен. — Утне тытса пӑхсан, вӑл сиввине тата пӗтӗмпех хытса ларнине сисрӗм. Вӗсене тытма эп ҫакӑн пек план сӗнетӗп; эпир иксӗмӗр шаккаса уҫтаратпӑр, Андрей кил картинче чӳрече умне выртса юлать. Анса ларакан хӗвел тӗслӗ чаршавсем, авалхи платьесен шлейфӗ пек, урайне ҫитиех усӑнса тӑраҫҫӗ. Эх… — Пин те икҫӗр метра вӗҫсе хӑпаратӑн, икӗ хутчен пӗр еннелле, икӗ хутчен тепӗр еннелле «тарӑн вираж» тӑватӑн. — Ҫук пулӗ тесе ӗмӗтленӗпӗр. Апла мана халӗ ҫеҫ сан ҫинчен килсе пӗлтерчӗҫ-и? Сулла юхӑм ярса илчӗ, ӑна кимӗрен аяккалла сӗтӗрсе кайрӗ. Ҫав хушӑрах тротуар ҫинче тавлашнине курма пухӑннӑ ҫынсем кӗпӗрленсе тӑнӑ. Анчах хама пулӑшмашкӑн чӗнме шикленетӗп. Ку пурпӗрех усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ: хуҫан ҫемйи кухньӑраччӗ те, ман сасса кухньӑран никам та илтес ҫукчӗ. Юрать! Латыш Павел каланине итлесе пӗтерчӗ те вагона пушатса, пурин докуменчӗсене те тӗрӗслеме хушрӗ. Мана сирӗн ҫывӑхлӑхӑрпа сирӗн сӗртӗнӗвӗрсем пӑлхантараҫҫӗ. Эленпа Мэри Грант столовӑйран тухса хӑйсен пӳлӗмӗсене кайсассӑн тин майор хӑйӗн тусӗсене чарчӗ те ҫапла каларӗ: — Сендхорст чугун ҫулӗ ҫинчи крушенине тӑвакансене тупнӑ. Тӑваттӑмӗш талӑкра, мухтав турра, пире тыткӑна илчӗҫ те крепоҫе илсе кайрӗҫ. Ыран, ҫанталӑк чӑрмантармасан, эпир малалла каятпӑр. Э, акӑ вӗсем! Оппозиционерсем, хулари пур ячейкӑсенче те сахалӑн пулнипе, округри ҫар комиссариачӗн ячейкинче пӗрлешӳллӗ вӑйпа кӗрешме шутланӑ, вӑл ячейкӑна округри план комиссипе ҫутӗҫӗ тӗлӗшпе ӗҫлекенсен союзӗнчи коммунистсем те кӗреҫҫӗ. — Урапа ҫине хӑвӑр ларӑр, атту халех чӑпӑркка илетӗп! — куҫне хаяррӑн чаркаласа, пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрчӗ Устин. — Кай кунтан! Пуҫа ниҫта чикме ҫук хӳтлӗхсӗр-мӗнсӗр пурӑнсан та-и? «Ним те каламастӑп», терӗ заседателӗ. Наступленисем туни тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкас енӗпе ытларах шанчӑк парать; анчах оборона мелне тытса пырсассӑн, тӗрӗсрех пулать те малтанхинчи пек шикленмеллех те мар… Уэлдон миссис Казондене таврӑнасси ҫинчен калаҫу та пулма пултараймасть пулсан та, ҫапах та ку тӗлте йывӑрлӑх тухса тӑчӗ. Козельцев офицерсемпе пӗрле пӳлӗме кӗчӗ. Апрелӗн 22-мӗшӗнче Ливингстон ҫак ялтан тухса кайнӑ, Замбези темиҫе юппа уйрӑлнӑ ҫӗре анса, ун пырӗнче вырнаҫнӑ Келимана ҫитнӗ. Ку майӑн 20-мӗшӗнче, вӑл Кейптаунран тухса кайни тӑватӑ ҫул иртсен, пулнӑ. — Мӗнле пулӗ-ха унта, курӑпӑр… Оленин кунта хӑйне хӑй кунтан-кун ытларах ирӗклӗ тата чӑн-чӑн этем пулса пынине сисрӗ. Сулӑпа юхакан ҫынӗсем хулана кайни ҫинчен, вӗсем унта е ҫывӑраҫҫӗ-и, е ӗҫсе ҫӳреҫҫӗ-и, — ҫакна вӗсем аванах пӗлсе тӑчӗҫ, анчах ҫапах та вӗсен хӑйсене вӑрӑ-хурахсем пекех тытмалла пулчӗ. — Ҫапла, ҫапла! — тенӗ харӑс хӑнасем. — Ҫук. Ун чухне эпӗ пӗр-ик сехет выртрӑм та каллех лаша ҫине утлантӑм. — Нихҫан та эсӗ мана хӗрхенмӗн-ши? Географ маршрут ӳкерчӗ, тинӗсӗн кукӑр-макӑр хӗррипе каймалла мар туса, вӑл чылай кӗскерех ҫул палӑртрӗ. Ку ҫул Вайкатопа Вайпа шывӗсем пӗрлешнӗ ҫӗртен, ҫулҫӳревҫӗсем тӑракан вырӑнтан вӑтӑр миль ҫурҫӗререх иртет. — Ҫук ҫав, — терӗ Кораблев. Ку таранччен нихӑҫан та ӗҫ-пуҫ каплах начар пулман. Астӑвӑр, пире виҫерен тухасси патне илсе ан ҫитерӗр. Критикӑшӑн яланах вӗлереҫҫӗ: хӑш чухне пуртӑпа, хӑш чухне — кӗске кӗпҫеллӗ пӑшалпа. Пар! — Мана та хӑрамалларах пек туйӑнать, Гек. Том каллех доска ҫине темскер ҫырма тапратрӗ, ҫырнине хӗрачаран пытарчӗ. Нептун планетӑна тупнин историйӗ питӗ тӗлӗнмелле. — Мӗн ун ҫине пӑхса тӑмалла, эй, халӑх! Сана мӗнле тӗпсӗр авӑр кӗтсе тӑнине ӑнланмастӑн-и мӗн эсӗ? Карл Иваныч ҫӳлӗкӗ ҫинче выртакан япаласенчен пӗри мана ун ҫинчен пуринчен те ытларах аса илтерет. — Ҫук, вӑл апла мар, дон Мигуэль Диаз. Дю-Буабертло граф хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ: — Генерал, сирӗн шутпа мӗнле, ҫак ҫынна ырӑ ӗҫ тунӑшӑн начальствӑн мӗнле те пулин паллӑ тумалла мар-ши? Тинӗс шывӗнчен 1200 фут ҫӳлерех Чили урлӑ каҫса пырасси халиччен пӗрре те йывӑрмарччӗ. — Пӗлетӗп эпӗ эсӗ мӗнле простойне, ҫителӗклех илткеленӗ! Вал вара тӗлӗнмелле интереснӑ япала пӗлнӗ: пӗчӗк тискер кайӑксене тытса тирне хатӗрленӗ чухне бурундуксене тытмалла мар иккен, сӑсар пуринчен ытла вӗсене ҫисе тӑранса пурӑнать-мӗн. Анчах эпӗ пӗр минутлӑха та ҫывӑрайман. — Огнянов кӗсйинче хут татӑкӗ шыракаларӗ. Уэлдон миссиса айккинелле чӗнсе кайса, Дик хӑйӗн шухӑшӗсене пӗлтерчӗ. — А эсир Аполлон Сергеича калӑр паян, эрех лартса патӑр вӑл, — терӗ Черновицкий капитана, тӳмисене тӳмелене май. Артамонов урӑлса пычӗ, унӑн ҫынсем сисиччен тухса каяс килчӗ. Лавкана питӗрнӗччӗ, эпир унта алла лампа тытса ҫӳрерӗмӗр, тулта та такам пылчӑк ҫине хуллен пусса ҫӳрерӗ, хӑш чух крыльца картлашкисем ҫине йывӑррӑн хӑпарчӗ. Тӳррипе каласан, вӑл путсӗр те, мошенник те. — Итлӗр-ха! — тарӑхуллӑн пӑлханса кӑшкӑрнӑ ҫӑмӑлчак секретарь. Пӗрне хам куҫпах куртӑм: Островнов пӳрчӗ патӗнче икӗ сехет выртрӑм, пӑхатӑп — пӗр лутраскер килет, сыхланса утать хӑй, итле-итле пӑхать, ҫавсен хӑраххи ӗнтӗ, ҫав хурахсенчен пӗри… Ҫапла вӗсем хӑлхасӑр-чӗлхесӗррипе иккӗш хӑна ҫуртнелле уттарчӗҫ; король ахӑлтатса кулса ячӗ те йӗкӗлтеме тапратрӗ: — Ах, аллине хуҫнӑ имӗш! Гремячий Лог хуторӗнчен пик ҫурӑ километр аякра ларакан аслӑ тӑван хула, Мускав, ҫӗрле те лӑпланма пӗлмест: унта пӑравус сассисем вӑрӑммӑн тӑстарса, йыхрав янӑ пек кӑшкӑраҫҫӗ, автомобильсен сиренисем, ҫав тери пысӑк хут купӑс чӗлӗхӗсене вылятса тӑнӑ пек, тӗрлӗ саслӑн янӑраҫҫӗ, трамвайсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Ҫав пытарса хунӑ укҫа пирӗн алла кӗрес ҫук тесе, Том мана яланах темӗн систерсе тӑратчӗ. Кӗтесри кровать ҫинче ҫӗтӗк ҫивитти кӑштӑртатрӗ, шикленсе ӳкнӗ хӗрарӑм сасси илтӗнчӗ: — Эсӗ темскер ӳкертӗн мар-и?.. Ҫавӑн пек тӗлӗнмелле япаласем юлашки вӑхӑтра кашни кунах пулса пынине пурте асӑрхарӗҫ. Тимӗрҫ лаҫҫин ҫерем кассипе пусӑрӑннӑ ҫатан ҫивиттийӗ ҫинче кантӑрпа хытхура ӳсет. Вӑл хӑҫан та пулин тинӗс ҫинче ҫӳренӗ юн ӗҫекен тискер пиратсенчен чи усалли пулнӑ. Ҫурҫӗр иртнӗ хыҫҫӑн чылай вӑхӑтран ҫеҫ ҫывӑрса кайрӗҫ. Шӑпи ҫапла-тӑр ӗнтӗ вӗсен, пурте тӗрлӗ ҫӗртен кунта пуҫтарӑнса килнӗ. Вӑл, нуша курса тӳснӗ ҫынсем пек, пит чӑтуллӑ ҫын пулнӑ, вӑл темиҫе сехет те, темиҫе кун та пӗр пӑшӑрханмасӑр, тарӑхмасӑр, кӗтме пултарнӑ. Негрсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем хура, хӑмӑр хура курӑнаканнисем те пур, мулатсем пулмалла вӗсем. Мӗнле майпа? Ромашов Осадчие итлерӗ те, итлемерӗ те. Унсӑр ниепле иртме ҫук-ҫке, — терӗ вӑл хӑюсӑртараххӑн. — Акӑ, калам сире эпӗ, мӗнлерех кӑсӑк пулчӗ паян! — янларӗ, чӑнтӑхса та пӗрхӗнтерсе. * * * Хытӑ чуптарса пӗр хӗрӗх минут пек кайсан, вӗсем инҫетренех хӳхӗм тумланнӑ хӗрарӑмсем чӑпар ушкӑнне курчӗҫ. Хӗрарӑмсем майӗпен ҫуллахи ҫул тӑрӑх ҫырман тепӗр енчи тайлӑмӗпе хӑпараҫҫӗ. Хурлӑхлӑ, кичем йӗркесӗрлӗх хуҫаланатчӗ унта, кунашкалли вӑл яланах васкаваррӑн хыпаланса тухса кайнӑ хыҫҫӑн юлать. — Марийка аллипе чӳрече еннелле сулса кӑтартрӗ. Ҫункаланӑ хут татӑкӗ ҫав доказательствӑсем хушшинче юлашки сыпӑк пулса тӑчӗ. Зурин мана отпуск пачӗ. Кавказски полкра виҫӗ уйӑх хушши ӗнтӗ юнкерта тӑракан Оленина хваттере станицӑри чи лайӑх ҫурта, Илья Васильевич хорунжи, урӑхла каласан, Улита кинеме патне вырнаҫтарнӑ. — «Эхер те юрланипех ӑнсӑртран инкек тупӑнсан?» Шӑтӑк умӗнчен часах царвульӑ сырнӑ ура мӗлтлетсе иртрӗ те куҫран ҫухалчӗ; унтан каллех ура курӑнса кайрӗ те курӑнми пулчӗ; виҫҫӗмӗш ҫынни те малтанхи пекех шӑппӑн пускаласа иртрӗ. Партие кӳрентересрен хӳтӗлес тесен, ӑна урӑхла майсемпе те хӳтӗлеме пулатчӗ, факт! — Кам ҫар пуҫӗ иккенни пире паллӑ мар-ха вӑл… Ывӑл ачана хур ан тутӑрччӗ, ытти кирлӗ мар. Ровно хули ҫывӑхӗнче ман хыҫра шоссене снаряд сирпӗнтерсе кӑларчӗ… Стенасем ҫинче картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ — ытларах Вашингтонсемпе Лафайетсем, тӗрлӗрен ҫапӑҫусем, Шотланди патши Мария Стюарт, пӗр картини «Деклараци ҫине алӑ пусни» ятлӑ. Вӑл лаша мӑйӗнчӗн ярса илнӗ, анчах лаши мӑйӗ те пӗтӗмпех чӗтренӗ, хӑрушӑ сасӑ тата хӑрушӑрах пулса кайнӑ. — Эппин эпӗ те кунтах юлатӑп. Урам тепӗр енчи ҫуртсене академи пайӗсем вырнаҫнӑ, кунти прожектерсем пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑман наукӑсем тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ. Ун хыҫӗнчен алӑк сули ҫинче пӗтӗмпех шӑнса кӳтнӗ, хӗнесе пӗтернӗ Костя курӑнса кайсан, Ерофей Кузьмич татах ҫӗнӗ инкек килсе тухнине кура, тунката пек хытса кайрӗ. — Ну-ка, ман ҫинчен вуласа пар! — кӑшкӑрса янӑ Фома. Эленпа Мэри Грант миссис О'Мур хыҫӗнчен утрӗҫ, ҫав вӑхӑтра колонист ывӑлӗсем хӑнасене хӗҫпӑшалӗсене ҫакма пулӑшрӗҫ. Вӑл чарӑнса тӑчӗ. Эсир те, кураканнисем, нумайӑшне курмастӑр. Сасартӑк стенари шӑтӑка тата вӑрттӑн ҫӳремелли пусма картлашкине асӑрхарӗ. — Мӗн пӑхатӑн? — ыйтнӑ Фома. Шыва ӳкни пулать-и вӑл?… Ун ҫине витсе янӑ ҫуна ҫиттийӗ тавӑрӑнса кайнӑ, ун ҫине юр вӗҫтерсе лартнӑ; кутлӑхӗ хӑрах еннелле шуса аннӑ; лашин юрланса ларнӑ пуҫӗ халь паҫӑрхинчен паллӑрах пулнӑ, унӑн ҫилхийӗ вӑш-вӑш вӗҫсе тӑнӑ. — Текех юрлать… пит аван юрлать… илӗртмелӗх пур. — Аҫу сана Аверьян пирки ҫеҫ каланӑ вӗт-ха, эсӗ виҫҫӗшӗ ҫине те хӑмсарнӑ? — Мӗн эсӗ? — Дик, — терӗ вӑл, — сунар вӑхӑтӗнче сана хам вырӑна хӑваратӑп. Ӑнлантӑн-и? Ҫамрӑк мисс килте. Вӑл ҫак вунҫиччӗри хӗрӗн сӑн-пичӗпе тап-таса ӳт-пӗвӗ пир ҫине мӗнле лайӑх ӳкнине курса тӑчӗ. Доль патӗнчи ҫапӑҫура эсир хушнине аса илтӗм эпӗ, вара сирӗн пекех турӑм: тӑшмана хыҫалтан пырса ҫапрӑм, — терӗ. Тунсӑхлама пӑрахрӗ!» пӑшӑлтатнӑ вӑл арӑмне: «мӗнле каласа хучӗ вӑл паян мана, тӗлӗнмелле!» тенӗ вӑл. Макар кулса ячӗ: — Эсӗ тирпейлӗрех васка, хӑвӑн авторитетна пӗтерме юрать-и вара. Акӑ сире тӗслӗх: мӗнпур ҫынах музыкӑна ӑнкарма пултарать, анчах миллионсемшӗн вӑл треска пулӑнни е Васильченко штабс-капитанӑнни евӗрлӗ, ҫав миллионран пӗри вара — Бетховен. Санин пуҫне тайрӗ те тухрӗ. Тытамак тытса пӑрахнӑ пек темиҫе хут туртӑнкаларӗ те, йынӑша-йынӑша лӑпланчӗ. Арӑм! арӑм!.. Яков Лукич татах кӑшт тӑчӗ, унтан вара Половцев пурӑнакан малти пӳлӗм алӑкне хисеплӗн те ҫине тӑрса шаккарӗ. — Мӗншӗн-ха эс мана хӑв ҫавӑн пек тӗлӗнмелле ҫӳрени ҫинчен малтанах каламарӑн. Испани королӗпе сӑмах пӗтернӗ тӑрӑх, Магеллан хӑй тупнӑ ҫӗнӗ ҫӗрсен наместникӗ, хуҫи пулмалла тата ҫав ҫӗрсен пурлӑхӗнчен ҫирӗммӗш пайне хӑй илсе тӑмалла пулнӑ. Давыдов ун патнелле ярса пусрӗ те ӑна типшӗм хулпуҫҫийӗнчен ыталаса илчӗ. — Секретарь, ҫырӑр. Мӗн, курма кӗтӗм тесшӗн-и? Артём нимӗн чӗнмесӗр итлерӗ ӑна. — Демидовӑна амӑшӗ патне ларса кайрӗ! — терӗ вӑл хӗрелсе, пӑшалне пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗре илсе хучӗ. Йывӑр пулчӗ унӑн шухӑшӗ. — Куратни, ҫаплах выляса ҫӳрет, — терӗ вӑл, ҫав пулькӑпа ача вӑййипе йӑпаннӑ пек йӑпанса пулас. Ҫавӑншӑн ҫак асапа кӑтартрӗ те ӗнтӗ мана турӑ. — Тӗкӗре ватса пӑрахнӑ. Халех ҫӗрре пар та, кай кунтан! Этем ҫӗнтерчӗ, анчах тупӑ та ҫӗнтерчӗ теме пулать. Манӑн вӗсем, ҫав аяк пӗрчисем ара, тӑхӑрвуннӑ — ҫӗр таран пулсан татахчӗ-ха, капла вара нимӗн кӗтмен-туман ҫӗртенех аяк пӗрчисӗр тӑрса юласси шел-ҫке… Ҫак тавралӑх истерийӗнче вӑл тахҫан авал чылаях паллӑ вырӑн йышӑнса тӑнӑ; пӗрре ӑна саранчасем пекех, тутар эшкерӗсем сырса илнӗ, унӑн хӳмисем ҫинелле пӗлӗт пек ухӑ йӗпписем вӗҫтернӗ, поляксен чӑпар тумлӑ отрячӗсем те унӑн хӳмисем ҫине кармашнӑ е тата, пачах урӑхла, ӑна тытса илнӗ король жолнерӗсем ҫине казаксем тапӑннӑ кивӗ башньӑсем ӗнтӗ катӑла-катӑла аннӑ, чул хӳмисем вырӑнне, тӗл-тӗллӗн, тӗкмесем тӑратнӑ (ял ҫыннисен «чее» выльӑхӗсем кӗрсе мӑнастир пахчисене таптасран сыхлама), — сарлака варсен тӗпӗнче вир ӳсет. Икӗ хутлӑ кивӗ сарай умӗнчи ҫерем лаптӑкӗ ҫине тухсан, Женя кӗсйинчен турат пӑшал кӑларчӗ те, резинкине карӑнтарса, картонран тунӑ пӗчӗк парашютиста ҫӳлелле персе ячӗ. Мана кирлӗ мар, эпӗ пултараймастӑп. — Каласа кӑтартма паратӑр-и мана е ҫук-и? Эпӗ сире юрататӑп тесе нихӑҫан та каламан. Иккӗшӗ килӗрен киле ҫӳресе хӗрарӑмсене каласа тухӑр, хӑйсен чӑххисене илме килччӗр. — Чӑхсен колхозне салатса яратӑр апла? — ыйтрӗ автансем ҫапӑҫнине курма юратакансенчен пӗри, тилӗ тирӗнчен ҫӗлетнӗ мулахай тӑхӑннӑ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан Банник хушаматлӑ хресчен. — Ют ҫын! — терӗ амӑшӗ. — Панирен пӗр минутлӑха кайма ирӗк пама ыйтатӑп, пан майор сивӗ сӑра ӗҫесшӗн, — терӗ проводник, йӑвашшӑн пуҫ тайса, пуҫ тайнӑ хушӑра хӑйӗн вӑкӑрӑнни пек хулӑн мӑйне аран-аран авса. Вӑл, вӗсем ҫине пӑхса, кулса тӑрать. Ун чух ҫавӑн ҫинчен нумай сӑмахлатчӗҫ. Алӑк хыҫӗнче йывӑррӑн утни илтӗнчӗ. Ванюш эрех илсе пычӗ те Оленина: ла филь се тре жули, тесе пӗлтерчӗ, вара ҫавӑнтах айванла ахӑлтатса кулса тухса кайрӗ. Чура сутуҫисем тӗрӗслӗхпе суялӑха уйӑраймиех пӑтраштарса янӑ ӗнтӗ, вӗсен чысӗ те, намӑсӗ те пӗтнӗ, чунӗсенче нимле ятлӑ-сумлӑ туйӑм та юлман; хӑҫан та пулин пулнӑ пулсан та, Африкӑри чура суту-илӗвӗн тискерлӗхӗнче вӗсем ӑна тахҫанах ҫухатнӑ. Эпир пурте ҫак киревсӗр ӗҫе курмасӑр ҫывӑрса юлнӑ, халӗ ӗнтӗ персе пӑрахасси ҫинчен мар, ӗҫе мӗнле тӳрлетесси ҫинчен калаҫмалла! Гусев библиотекӑра тӑрать. «Вилӗ чунсем», «Вилӗ ҫурт», «Вилӗм», «Виҫӗ вилӗм», «Чӗрӗ мощсем» кӗнекесем пурте ҫакнашкал пӗрешкел ятлӑ пулни — вӑл кӗнекесем патнелле тем кӑмӑл туртмалла мар туса, вӗсене ирӗксӗр астутарса пӑхтаратчӗ. Оленин вара картиш тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ. Вӗлертӗм те — пӗтӗм ӑшчике вут-ҫулӑм хыпса илнӗ пек пулчӗ. Ун пирки Гленарванпа Джон шухӑшларӗҫ ӗнтӗ. Бригадӑсенче ҫӗр мӗн чухлӗ пуррине шута илсе турӑмӑр, ҫапла вӗт? Джим малтан килӗшмерӗ. Пӗчӗкҫеҫ куҫӗсене чунӗ ҫырлахнӑн хӗссе пӑхма, савӑнӑҫлӑн ялкӑштарма тытӑнчӗ. Эпӗ аннепе, хам ҫуралнӑ вырӑнти бухтӑпа, ырӑ та ватӑ «Адмирал Бенбоу» трактирпе сывпуллашрӑм. Ҫӗнӗрен сӑрланӑскер вӑл темӗнле ют пек пулса тӑнӑ тата ӗлӗкхинчен сахалтарах кӑмӑла каять. Ҫунатлӑ йӗнерпе Гусев ҫар мӗнлерех вырнаҫнине пӑхса ҫаврӑнчӗ. «Де-Лантенак маркиза палласа илсенех персе пӑрахатпӑр». Анчах ӑна телейлӗ, теҫҫӗ, манӑн ҫеҫ ав, ялан ӗҫ ӑнмасть. Эпӗ экспедицие тупни ҫинчен илтнӗ-ши вӑл? «Мӗн панӑ пулӑттӑрччӗ вара мана эсир?» — Эх, эсир, чӗппӗмсем, — терӗ те Иван Иваныч вырӑн ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ. Эпир теори занятийӗсене вӗҫлерӗмӗр те пӗтӗмӗшпех корпусной аэродрома куҫса кайрӑмӑр… — Ман патӑмран икӗ утӑмра пӗр ҫемье пурӑнать, сире ҫавсемпе ҫав тери паллаштарас килет. Таврари хумсем ҫине ӳкекен етресем шыва кӑпӑклантарса сирпӗтрӗҫ. Икӗ чӳрече хушшинче — кӗнеке купаласа тултарнӑ ҫӳлӗк. Вӑл урсах кайрӗ: «Мӗнле суран-ха ку, шуйттан! — кӑшкӑрать. Ганс йӑнӑш каламасть. Ҫывӑрасса эпир тулта та ҫывӑрӑпӑр, чӑрмантармӑпӑр. Кӗтмен ҫӗртен тухса каяссин сӑлтавӗ акӑ ҫак ҫыру пулчӗ: Петровски, апрелӗн 12-мӗшӗ. «Эге, ге!» терӗ Иван Никифорович, пӑшӑрханнипе ним тума аптраса, хальхинче вӑл кулленхи йӑлине пӑссах ура ҫине те тӑчӗ. Хулара ӗненесшӗн пулмарӗҫ. Ҫамрӑк ҫӑвар туллин сасӑсӑр кулчӗ, пуҫне сулласа, кантура кайрӗ те хӑй ҫырнӑ хута илсе пычӗ. Ман хыҫҫӑ-ӑн! Кунта ларекра супӑнь ҫук, ҫӑвас пирки кил хуҫи арӑмӗнчен ыйтса пӑхрӑм, вӑл: «Супӑнь парӑр», тет. Унтан — кур — хӗрӗ, асӑрхаман пек пулса, ҫав-ҫавах чӳречерен пӑхса, аллине стойка ҫинче мантарнӑ хӑварнӑ, лешне ҫакӑ кӑна кирлӗ: вӑл ӑна хӑй аллине илет те тытӑнать вара пӳрне хыҫҫӑн пӳрне суйлама. Генеральнӑй штаб тӗлӗшпе тытнӑ ҫак мӗнпур шухӑш йӑлт мана, пӗр мана ҫех тивӗҫет. Геркулес, эсӗ Джека йӑт! Эпир пур ҫӗре те пӑхса ҫӳрерӗмӗр, ҫитмен вырӑн хӑвармарӑмӑр, пурпӗрех сӑртӑн чи тӑрринче, Иллинойс еннерех, пӗр пы-ысӑк ҫӗр хӑвӑлӗ тупрӑмӑр. Пурте унран кулаҫҫӗ, витлесе кӑшкӑраҫҫӗ, вӑл вӗсене хирӗҫ вӑрҫса тавӑрать, сирӗн пата та черет ҫитӗ-ха, ун чухне эпӗ сире кӑтартӑп, халӗ манӑн ерҫӳ ҫук, тет. Хулана вӑл Шерборн полковника вӗлерес тӗллевпе килнӗ-мӗн. «Малтан пысӑк ӗҫе тумалла, вак-тӗвеккине — кайран». Ҫакӑн пек унӑн ӗмӗчӗ. Ҫавӑ — форт гауптвахти тесе каласшӑн эпӗ. Тӗлӗнме мар, хӑваланине курсанах вӑл пӑшалпа перессе кӗтнӗ. — Консулус-эфенди, — терӗ ӑна бей, — ӗнер эсир пӑлхавҫӑсен юррине юрланӑ тесе пӗлтерчӗ. Тӗрӗс-и ҫак хыпар? Хурлӑхлӑн кулса, хӗртен вӑл:«Неушлӗ ӗмӗрлӗхех уйрӑлӑпӑр?» — тесе ыйтрӗ. Ҫав директивӑна пурнӑҫлас тӗлӗшпе мӗншӗн халиччен нимӗн те туман? Ав мӗнле, йӑлтах хытса ларнӑ. Афанасий атте хайхи шуйттана турӑ шывӗпе сапа-сапа, мӗнпур урамсем тӑрӑх милӗкӗпе хӑваласа ҫӳретчӗ, тет, анчах, апла пулин те, ман асаттен аппӑшӗ ҫаплах хӑйне канӑҫ паманни ҫинчен калатчӗ. Алексей ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине ларчӗ те кинжалӗпе йывӑҫа касса илчӗ, тураттисене иртрӗ, икӗ юп хушшине сӑмса тутрипе, винтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ, вара ҫавӑнтах малалла кайма пикенчӗ. Эсир ав тата темскер шухӑшласа кӑларнӑ… кӑна эсир — юри, хӑвӑра тӳрре кӑларас тесе, хӑтланатӑр… Хӑй ҫырӑнса илме шутланӑ пӗр кӗтӳ мериноссем ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе, кашнин ятнех урӑхлатса, ачашшӑн калаҫрӗ. — Юрӗ-ҫке ӗнтӗ. Калӑн, ҫыхӑнтарса пӗрлештерекен те пӑлхантаракан темӗнле вӑрттӑн ток юхса тӑрать ҫав ҫип тӑрӑх. Сӑвапсӑррисемпе сӑваплӑ пулни юрамасть, вӗсенчен сӑвап кӗтни те кӑлӑхах…» Унтан никам ҫине пӑхмасӑр:— Ытлашши ҫынсене тухма ыйтатӑп, — терӗ вӑл именчӗклӗн, ҫурма сасӑпа. «Кирдяга патне вӗҫтерӗр!» тесе кӑшкӑрнӑ. — Мӗншӗн тесен, пирӗн Рейкиявикре пӗр шхуна та ҫук. Ганс пирӗн хушӑмӑрта мӗн пулнине ӑнланнӑ, анчах ҫапах та вӑл хӑйӗн пурӑнӑҫне те пырса тивекен ыйтупа сахал интересленнӗ. Полк командирне ӑсатсан, Лозневой хӑй штабӗн начальникне — Хмелько лейтенанта чӗнсе илчӗ. Ун умӗнче, вышкӑн пӗчӗк чӳречин амбразури ҫинче, тар савӑчӗ, пульӑсем тултарнӑ пир хутаҫ тата кивӗ хаҫатсем выртаҫҫӗ: вӑхӑта ахаль сая ярас мар тесе, вӑл вӗсенчен патронсем тӑвать. Анчах путсӗре те хӗнеме юрамасть, мӗншӗн тесен вӑл патшалӑх законӗн хӳтӗлевӗпе усӑ курма пултаракан социальнай элемент пулса тӑрать. Анчах унӑн ҫав япалисем хӑйне валли ҫур сехетлӗхе ирӗк илме те ҫитмеҫҫӗ. Хӗрӗ те юратсанччӗ… Эх, мур илесшӗ!.. Тӑхтас-ха, тӑхтас, ун ҫинчен шарлас мар! — Практикӑра вӑл. Ҫаплах шутларӑм: Лукашка тискер кайӑка хӑратрӗ, терӗм, — терӗ Ергушов, буркӑпа чӗркенсе. Унсӑр пуҫне, вӑл вунӑ сехет хушшиех кая юлчӗ вӗт-ха. Ун сӑмахӗнче ҫилленсе ҫитни илтӗннӗ. Окружкомри хӗрсем сан пата пыра-пыра кайма пулчӗҫ, вӗсемпе телефон тӑрӑх калаҫса татӑлтӑм! Ӑна, мӗн ӗлӗкрен пӑхӑнса пурӑнма вӗреннӗскере, хӑйӗн ҫинче ҫакӑн пек власть курӑнса кайни килӗшнӗ, вара вӑл, ватӑ лоцман патне каютӑна кӗрсе, хуҫапа пулса иртнӗ тамаша ҫинчен киленӳллӗн каласа кӑтартнӑ. Ӳстертӗм-ӳстертӗм эп ӑна, ҫав тери сарӑлса кайнӑччӗ вӑл манӑн, анчах вӗсем ӑна ним хӗрхенмесӗр хырса тӑкрӗҫ! Кам пурӑнать ку ҫуртра? Императора нимрен ытла сехет механизмӗ пӗр вӗҫӗмсӗр шавлани тата минут йӗппи куҫса ҫӳрени шалт тӗлӗнтерсе ячӗ. Лилипутсен куҫӗсем пирӗн куҫсенчен ҫивӗчрех курнӑ пирки император ҫав йӗп пӗр вӗҫӗмсӗр куҫнине асӑрхарӗ. Вӑл ученӑйсене ҫак машина мӗн тума кирлине тӗпчесе пӗлме хушрӗ. Анчах ученӑйсем вӑл мӗн иккенне пӗр шухӑшлӑ татса каласа параймарӗҫ; ӑна ҫак кӗнекене вулакан хӑй те туйса илет пулӗ. Вӗсем апла та, капла та пулӗ, тесе шухӑшлани чӑнлӑхран пит аякра пулнӑ. — Калӑпӑр, санӑн шӑллу е пӗчӗкрен паллашнӑ тусу пур, тейӗпӗр… Гусев ӑна типӗ ҫӑкӑр татки ывӑтса пачӗ. — Юлса ан пыр, Рене-Жан. — Пӑлхав! Ваҫили Андрейч хӑй шухӑшланӑ пекех тунӑ. Пӗр ҫур ҫухрӑм пек кайса, ҫилпе силленсе ларакан, пӗр ик-виҫ типӗ ҫулҫӑллӑ ҫӳллӗ юман маяк тӗлне ҫитсессӗн, вӑл лашине сулахаялла тытнӑ. Мана вӑл сцена ҫав тери килешрӗ. — Пӑлхарсене тӗрӗксен чуралӑхӗнчен хӑтараканӗ… — тесе кала кӑна пуҫланӑччӗ хӗрача, Мичо чорбаджи ӑна пӳлме те ӗлкӗрчӗ: — Чим-ха, Сыбка! Е хӗрачине? — Вӑл вӗсем умӗнче темскер персе ячӗ те, вӗсем вара ӑна, хӑйсен хура танкӗ ҫумне ҫыхса хурса — тӗмескесем ҫийӗпе сӗтӗрттерсе ҫӳреме тапратрӗҫ. Тӗрӗс вӗт? — Озетта, — терӗ хӗрача. Анчах та эпӗ, мӗншӗнне хам та пӗлместӗп, халӗ ҫака пачах урӑхла пулнӑ пулӗччӗ тесе шухӑшлаттӑм. Пӗрремӗш сыпӑк. Килӗшетӗн-и? — халӗ ӗнтӗ ҫемҫереххӗн ыйтрӗ Челкаш. — Ҫук, кӑна эпӗ хам лайӑх ҫырнӑ, — пӗлтерчӗ тухтӑр. — Ҫук, нимех те мар. Е шӑнтӑн-и эсӗ? Чӑнах та ҫакна кӗтмеллеччӗ ӗнтӗ. Вӑл, чарусӑр кушак аҫи пек кӗмсӗртеттерсе, шӑвӑҫ тӑрӑх шуса кайрӗ те, шӑппӑн ҫеҫ садалла чӑмрӗ. Хӑйсем юратакан ҫын хӑрушлӑхра чухне мӗнле тӳссе ирттереҫҫӗ ҫынсем! Алӑк патнелле килеҫҫӗ… «Хура тавара» халӗ те нумай ҫӗршывсенче, культура лайӑх аталаннӑ ҫӗршывсенче, туянаҫҫӗ-ха. Кӑнтӑр енне кай та, вӑй пуҫтар. Тавӑрӑнсан, ӑҫта ӗҫлесси ҫинчен калаҫӑпӑр унта. Сакӑр полковник вуникшер пинлӗ полксене ертсе пыраҫҫӗ. Эпӗ хам тепре хӑтланса пӑхӑттӑм, анчах халь ӗнтӗ кая. Вӑл хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑнни, ун ҫинче атмосфера тата унӑн спутникӗсем пурри пачах паллӑ мар. — Кам ӑсатӗ-ха ӑна? Старик малалла кала пуҫларӗ: — Лайӑхрах итле. Ҫаксем пӗтӗмпех тӗтреллӗн, уҫӑмлӑ мар курӑнаҫҫӗ; анчах чап — илӗртсе, вилӗм — хӑратса, ҫак пуласлӑхӑн илӗртӳллӗ енӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Данин паруслӑ пӗчӗк пӑрахучӗ «Валкирия» Рекиявике июнӗн 2-мӗшӗнче тухса каять иккен. Лашасем выҫӑ вилеҫҫӗ. — Анчах эп ҫисе пӑхӑп. Социализмшӑн чи паха ҫынсем хӑйсен пуҫӗсене хунӑ, эсӗ пур унтан кулса шӳтлеме пӑхатӑн! Женя хушӑк витӗр тулалла пӑхрӗ. — Ку профессилле хӑрушлӑх. Ирхине, шӑнса вӑранса каятӑп та эпӗ шӑла шакка-шакка ҫав фигурӑсем ҫине хуйхӑрса пӑхатӑп. Ҫулне пӗтӗмпех вӗҫтерсе лартнӑ, аташса кайманнине маяксем тӑрӑх кӑна пӗлме пулнӑ. — Эсӗ ҫил пекех хытӑ вӗрме пултаратӑн пулмалла. — Кам ачи эсӗ? — Федот Демидыч Ушаков. — Ну, лар манпа юнашар, Федот Демидыч, катаччи чуптарам. — Итле-ха, Саня, ху Мускавран тухса кайнӑ чух мана мӗн терӗн эс, астӑватӑн-и? Ученый ӑнран кайса кӑшкӑрса янисем тата патагонец ӗненмелле сасӑпа калаҫни ытти ҫулҫӳревҫӗсен интересне те ҫӗклентерсе ячӗ. Пӗр каҫхине эпир пӗр пысӑках мар сулӑ тытрӑмӑр — лайӑх хыр хӑмасем пулчӗҫ кусем. — Варламов. Вӑл нимӗн те чӗнмен, пӳрнисене ҫеҫ сӗтел ҫийӗнче вылятса, шӑкӑртаттарса ларнӑ. Халь вара кительне тӑхӑн та пухӑва кайрӑмӑр. — Ҫапла ҫав. Мотор хулленрех, ӗҫлеме тытӑннӑ пек туйӑнсанах, самолёт, аяккалла ҫаврӑнса, анса ларма тытӑнчӗ. Каламастӑп, эпӗ хире юрататӑп, тесе, анчах эпӗ яланах сирӗн ҫинчен шухӑшлатӑп, эпӗ сире тӗлӗкре куратӑп, эпӗ… сире туятӑп… Санӑн куҫусем те ҫавӑн пекех. Кӗперӗн сылтӑм енне килсе ҫапнӑ тинӗс хумӗ хӑмасем тӑрӑх сарӑлса кайса Володя урине йӗпетрӗ; ун умӗнченех, шыва шампӑртаттарса, икӗ салтак утса иртрӗҫ. Тӗрӗс, арӑмӗ ӑна юратнӑ, унпа пурӑннӑ пирвайхи ҫул япӑх пулман, анчах та халь вӑл пӗлнӗ: аскӑнчӑк шпульница Зинаида пулсан — вӑл та ытларах кӑмӑла каймалла, хӗрӳллӗрех юратма пултарать. Петрушка ярса пӗҫернӗ яшка, кӑшкар ути соусӗ сапнӑ ветчинапа хутӑш тунӑ ҫӑмарта хӑпартни, слива ҫырли соусӗпе сапса лартнӑ ӑшаланӑ пӑру ашӗ, юлашкинчен десерт — сахӑр сапнӑ ҫемҫе вӗри пӗлӗм, ҫитменнине тата питӗ те лайӑх мозел эрехӗ те пур. Анна Васильевна вӗчӗрхенсе ӳкрӗ, шӑнкӑравне шӑнкӑртаттарчӗ. «Тавтапуҫ сана, ҫук ҫынна пулӑшнӑшӑн, тӑванӑм», тесе калаҫма пуҫларӗ вӑл. Зинаида сасартӑк шухӑша кайрӗ; княгиня пуҫ ыратать тесе пӗлтерчӗ; — Ҫук, тахҫанах мар, халӗрех кӑна. — О, чӑнах-и? Кунта ӑна Гленарван кӗтсе ларать. Ун пек чухне ялан тенӗ пекех йынӑшу, юншӑхни нумай пулать. Ҫак шухӑш мана пӑртак лӑплантарчӗ, вара ман пуҫӑма урӑх шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. — Курмашкӑн-и? — мӑшкӑласа кулса тата ҫиленсе каларӗ вӑл. Ҫӗрле мӗн тума та пулин пӳртрен тула тухсан, пӗрмай шухӑшлатӑн, ман вырӑн ҫине ӗнтӗ пӗр-пӗр леш тӗнчерен килни кӗрсе выртрех пуль, тетӗн. Тепӗр хут каласа памалла ан пултӑрахчӗ куна, хӑш чух хам пуҫ айне хунӑ сӑхмана та чӑмӑртанса выртнӑ шуйттан вырӑнне хуни пулкаланӑ. Ну, унтан салтӑн та ун еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса вырт, вара вӑл сана: ҫӗр выртма яр, тесе ӳкӗтлеме тытӑнӗ. Анчах эсӗ — ан чӗн, виҫҫӗмӗш хут ыйтсан тин, аллуна тӑсса пар, — ӑнланатӑн-и? Хамӑн ачасем пулман та, халӗ вара ҫынсен ачисене пӑхса ларас-и? Пӑван хулпуҫҫисене сиктеркелерӗ те тарӑн сывласа илчӗ. Ватӑлакан тӗнче шуралнине, Тупӑксене курмастпӑр-и куллен? Хӑранипе шуралса кайнӑскер, тусанланнӑ тутисемпе кулнӑ пек туса, сержант лӑпкӑ тӳпе ҫине шикленерех пӑхса илчӗ. Эпӗ ҫул хӗррине лартӑм; леш ҫын хӑйӗн лашисене чарчӗ те ман ҫине пӑхрӗ. Пӗрмаях хӑйпе пӗрле сад пахчине кайма ыйтсаччӗ. Мӗнле пурӑнатӑн? Вӑл кулса ячӗ. — Манӑн аннене лекесчӗ ҫав укҫа. Вӑл пӗр темскерле хушӑка пырса лекрӗ; вара, халран кайса, ним илтми пулса, сехри хӑпнипе хутланса выртрӗ те тек хускалмарӗ. … Шывӗ ӗлӗкхинчен сахалланнӑ пулсан та, вӑл пире ӗҫсе тӑранма ытлашшипех ҫителӗклӗ пулчӗ. Ман пуҫ ҫийӗпе хура пӗлӗт таткисем кахаллӑн шуса иртеҫҫӗ, вӗсем хушшипе уйӑх ылтӑн пӳске пек кусса пырать, ҫӗре мӗлкесем хуплаҫҫӗ, шыв лупашкисем кӗмӗлле хурҫӑ пек ҫутӑлса выртаҫҫӗ. Алексей Мересьев вагон чӳречи патӗнче ларса пырать, ӑна Максим Горький пек сарлака шлепке, хура шнуроклӑ ылтӑн пенсне тӑхӑннӑ, сухалне хыртарнӑ пӗчӗкрех старик стена ҫумне хӗстерсе лартрӗ. Нумай тӳсрӗмӗр… Чылай калаҫнипе ырса, эпӗ куҫа хупрӑм та анасларӑм. Вӗсене санӑн тӳрӗ кӑмӑллӑ колхозникусем урӑх ҫӗре куҫарса лартнӑ, чикке тӳрлетсе, пирӗнне тӑватӑ-пилӗк гектартан кая мар ҫӗр касса илнӗ. Унсӑр пуҫне тата ҫирӗп тунӑ, лайӑх хатӗрсемлӗ «Пилигрим» тӑвӑл кӑтӑрса кайса силленипе ытлах сиенленмерӗ. Ниушлӗ вӑл закона ҫавӑн пек пӑснипе килӗшӗ? Вӑл килнине эпӗ аякранах куртӑм. Ну, мистер Бонс… — Эпӗ Бонс мар, — терӗ капитан, доктора пӳлсе. Вӑл пӗр сехете яхӑн пычӗ, вара отряд татах анаталла анма пуҫларӗ. Пӑр ирӗлнипе чуллӑ ҫӗрсем ҫинче ура шума пуҫларӗ. Тинех вӑл хӑй Акулинӑна тем пекех юратнине туйса илнӗ; хресчен хӗрне илсе ӗҫпе пурӑнас романтикла шухӑш ун пуҫне пырса кӗнӗ, ун ҫинчен мӗн чул нумайрах шухӑшланӑ, ҫав шухӑш ҫавӑн чухлӗ юрӑхлӑ пек туйӑнса пынӑ. Пӗр сехет иртрӗ. Мӗскӗн ҫынсем, вӗсен Африка ҫӗрӗ патне яхӑнне те ҫывхармалла пулман, анчах Негоро сутӑнчӑклӑхӗ вӗсене шӑп ҫакӑнта илсе килчӗ. Тыткӑна лекнӗ ҫын вырӑсла лайӑх ӑнланнине вӗсем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, полк командирӗн заместителӗ унтан епле тӗпчесе ыйтнине нумайӑшӗ тӗмӗсем хушшинче илтсе тӑнӑ. Галссене штирборт тӑрӑх туртарах ҫыхрӑмӑр, брассемпе тоненантсене ҫил вӗрекен енчен пушатрӑмӑр, ҫиле хирӗҫ енчен вӗсене карӑнтарса ҫыхрӑмӑр. Булине эпир туртса кӑларса ҫирӗплетсе хутӑмӑр. Бизань пулӑшнипе анчах маневрласа пытӑмӑр; эпир пӗрмаях ҫил тытса пыма тата карап мачтисем миҫе парӑс чӑтма пултараҫҫӗ, ҫавӑн чул парӑс карма тӑрӑшрӑмӑр. Эпӗ вӑл мӗн каланисене йӗркепӗрӗн аса илсе ларнӑ май тарӑн шухӑша путрӑм та вӑл тепӗр алӑкран кӗрсе каялла таврӑннине те асӑрхаймарӑм. Эпӗ кун пек пурӑнма пултараймастӑп… Ульяна кинеми мӑйӗнчен пуснӑ пекех ҫухӑрать: «Епле тата! — Сывӑ пул, пичче, эпӗ каятӑп, — тесе кӑшкӑртӑм. Эрне иртнӗ. Кирек мӗн кала та, юпасене кам та пулин куҫарса лартнине ӗненме пултараймастӑп эпӗ. Мухтанмастӑн пулӗ-ҫке унпа? Чӗтренсе тухакан сассине пусарасшӑн пулса, вӑл пичӗпе диван ҫине ӳпӗнчӗ, анчах, апла пулсан та, унӑн кӗлетки, тин тытнӑ кайӑк пек, хӑпара-хӑпара анчӗ, сиксе чӗтрерӗ. Тиатӑр-им ку? Шыв ҫийӗпе мункунти ҫӑра чан сасси ярӑнса килет, хула кӗрлени илтӗнет, кунта вара манӑҫа тухнӑ ҫӑва ҫинчи пекех туйӑнать. Кукуруза ҫӑкӑрӗн иккӗмӗш татӑкне тата аш юлашкине часах ҫисе янӑ. Даша инке мана ухмахах тухнӑ тесе шутларӗ пулӗ, мӗншӗн тесен эпӗ сасартӑк кӑшкӑрса ятӑм, кивӗ ҫырусене ҫав тери васкаса пӑхма пуҫларӑм. Вӗтӗ шпулькӑсем пушанса пынӑ май шултӑра йӗкисем тавра ҫип авӑрӑнса тӑрать. Анчах ку ӗҫ питӗ хӑвӑрт пулса пырать, ҫавӑнпа нимӗн чухлӗ те пушӑ вӑхӑт пулмасть. Вут ҫинчен илес умӗн Степка хурана виҫӗ йӗкӗр ывӑҫ вир кӗрпи, пӗр кашӑк тӑвар ячӗ; кайран вӑл апатне тутанса пӑхрӗ, тутине чӑплаттарчӗ, кашӑкне ҫуласа ӗхлетсе илчӗ — ку ӗнтӗ апат хатӗррине пӗлтерчӗ. Ухтищев алӑк патӗнче пысӑк мӑйӑхлӑ самӑр господинпа калаҫса тӑнӑ, анчах Гордеева курсанах, вӑл часрах ун патнелле кулкаласа утнӑ. — Аван-и, йӑваш миллионҫӑ! — тесе саламланӑ вӑл. — Ман пата мӗнле-мӗнле майсемпе ҫитнине эпӗ ӗнтӗ сире каласа памастӑп, анчах эсир ӗҫни маншӑн пӗтӗмпех паллӑ. Иван Иванович вӑй илчӗ, сивӗ чирпе аптранӑ пек чӗтреме тытӑнчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата ыйтса пӗлес йӑлине вӑраха ямасӑр: «Мӗнле пысӑк ӗҫ? пысӑк ӗҫех-и вара?» тесе ыйтрӗ. Ӑсса пар-ха, ӗҫем. — Турӑ ҫырлахтӑрах! Пырӑр ун патне: вӑл сире савӑнсах кӗтсе илӗ. Эпӗ вӗлертӗм ӑна!» текен сасӑ илтӗннӗ. Кунти ҫӗршывсене мӗн чухлӗ тарӑн та ӑшӑх шывсем шӑварса иртеҫҫӗ! Комендант ҫуртне ҫитсе кӗтӗмӗр. Ҫил шӑхӑрни те мӗкӗрни тата фургонсене шӑлтӑртаттарни ҫеҫ илтӗннӗ. Ҫакӑнпа пӗрлех пухура та, пӗр-пӗрин патӗнче хӑнара та вӑйлӑран вӑйлӑ ӗҫнӗ, теприсем тата, Слива йышшисем, — пӗчченшерӗнех ӳкӗнӗҫне хӑварман. Пӗр чипер тумланнӑ ҫамрӑк ҫын, ӑна курса, извозчик патне чупса пынӑ та, васкаса ларса: «Яра пар!..» — тесе кӑшкӑрнӑ. Анчах эс хирӗҫ кун пекех ӑн тӑр, атту ҫӗре чӗркуҫҫи таран путрӑн вӗт, парӑнасшӑн пулмарӑн. Нивушлӗ халӗ ӑнӑҫлӑх вӗсене пӑрахӗ? — Сӑмах та ҫук, — терӗ Мак-Набс. Халь Корчагин хай кампа калаҫнине пӗлчӗ. Ҫакӑн пек йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен мӗншӗн малтанах мана каламарӑн-ха эсӗ? Епле килсе лекрӗн эс кунта? Ах, мӗн тери аван! Катя хӑйӗн «Испанцӑсемпе индейцӑсем чи пирвайхи хут тӗл пулни» картинине туса пӗтерчӗ. Ҫавна вӑл амӑшне кӑтартасшӑнччӗ, амӑшӗ хӑй пӳлӗмӗнчен: «Варахпа, хӗрӗм», терӗ те алӑкне уҫмарӗ. Вӑл манӑн тахҫанах ӗнтӗ, ҫак индеецсемпе мир тунӑ темиҫе ҫул хушши, ахаль йӑваланса выртать. Вуласса та вӑл темле хӑйне майлӑ, активлӑ вулама пӗлнӗ: сасартӑк, хӑйне кӑмӑла кайнӑ вырӑна шӑппӑн темиҫе хутчен вуласа, «тӗрес», тесе мӑкӑртатнӑ, сӑмахсене паллӑ тунӑ, унтан тата тӑруках хаярланса кӑшкӑрса илнӗ: «Суять, йытӑ, вӑл фронтра пулман тесе хам пуҫӑма сӑра бутылкине хирӗҫ лартатӑп! Ҫавӑн пек оратор хӑй, парти енӗпе пысӑк опытлӑ ҫын, ӑна пропагандист туса хунӑ. Унӑн юлташӗсем хӑй пирки иккӗленни кашни минутрах ҫирӗпленсе ҫитме пултарать. Ун чухне вара ӑна та, мана та, ӑна — ухсаха, мана — ҫамрӑк ачапа хамӑр пурнӑҫа пилӗк ҫирӗп матроссенчен сыхлама тивет. Ку эпир панӑ кӑтарту мар, окружкомран пани, ҫавӑнпа та пирӗн, революци салтакӗсен, ҫав кӑтартӑва пӗр турткаланса тӑмасӑрах пӑхӑнмалла. — Ҫук, эпӗ ӑнланатӑп, вӑт эсӗ ху нимӗн те ӑнланмастӑн, ытла та айванла сӳпӗлтететӗн, — терӗм эпӗ, куҫҫуль юхтарса. Вӑл чӑнах та чура — хӑйӗн ҫухалнӑ ачисен чури вӗт. — Пӗлмесӗр, анчах куратӑп эпӗ, пурин ҫинчен те санӑн эпӗ пӗлнӗ таранах пӗлес килет иккен… Ах! ваше сиятельство, каҫарӑр… Ой, арӑмсем, епле ырхан, епле ырхан! Ҫине хыш тумтирне тӑхӑннӑ , ярапапа чӑпарлатнӑ, ҫурӑмлӑхӗпе кӑкӑрлӑхне сӑрса ҫӗлетнӗ, чӗркуҫҫи тӗлнелле хӑюпа пӳкнӗ. Тумтирӗ хӑйӗн йӑлт ҫӗтӗлсе пӗтнӗ те, тӗллӗн-тӗллӗн ӳчӗ те курӑнкалать. Ҫӗр ҫинче… Павел килте хӑйӗнчен пуҫне никам та ҫуккине пӗлтерчӗ. Урӑх эпӗ унран пӗр сӑмах та тӗпчесе пӗлеймерӗм: метафизикӑллӑ калаҫусене кирек хӑҫан та юратмастчӗ вӑл. Вӑл ҫӳҫне пичӗ ҫинчен пӗчӗк аллисемпе кахаллӑн каялла илсе пӑрахать, — пӳрнисем унӑн, халь ҫеҫ ҫуралнӑ ачанни пек, пур еннелле те кулӑшла чармакланса тӑраҫҫӗ. Павел Наташӑпа юнашар ларать; вӑл пуринчен те хитререх. Тумтирӗ, нумай вӑхӑт тӑхӑннӑран пулас, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ; кӗпи ҫухи сирӗлсе кайнипе кӑкӑрӗ уҫӑ. Эпӗ вӑл каланине пӗтӗмпех ӗненмерӗм, ҫапах та тупа туса, сӑмах парса ӑна лӑплантартӑм. Айртон хӑй те тӗлӗнсех кайрӗ пулмалла; вӑл ҫавӑнтах майор ҫине вӑрттӑн пӑхса илчӗ. Хӗвел хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра Ҫӗр пек ҫаврӑнмасть. Кайрантарах лашине пӗр старик тытса илсе пынӑ. Ученӑйсем ҫак кометӑсене пурне те тӗрлӗрен тесе шухӑшланӑ. — Чикетӗп! — хӑравҫӑллӑн та ҫилӗллӗн кӑшкӑра-кӑшкӑра ярать куҫне юн анса тулнӑ тутар; чӗтӗревлӗн турткалашса, хӑй патне ҫывхаракансене пурне те штыкӗпе хӑмсарать. Ӗнтӗ ӗнтрӗк килсе ҫитнӗ пулин те, Марийка ӑна пӗрре пӑхсах лайӑх курчӗ: питӗ ҫамрӑк вӑл, хаваслӑ сарӑ йӗкӗт, анчах пичӗ шыҫӑнса кайнӑ, юнӑхса кӑвакарса ларнӑ вырӑнсем пур, пичӗ шыҫӑнса кайнӑран ӗнтӗ, сылтӑм куҫӗ пӗчӗк ҫеҫ ҫурӑк пек кӑна курӑнса тӑрать. Ӑна вара ҫав тери лайӑх та ҫутӑ, канлӗ пулчӗ — вӑл ҫывӑрса кайрӗ. Палламан ҫын тарне ҫамки ҫинчен шӑлнӑ та тухса кайнӑ, Федор Тимофеич йӗрӗнӳллӗн хӑртлатса илнӗ, матрац ҫине выртнӑ, куҫӗсене хупнӑ, Иван Иваныч валашка патнелле утса кайнӑ, сыснине карчӑк ҫавӑтса тухнӑ. — Мӗн пулнӑ сана? — ыйтрӗ, тӗлӗнсе кайса, комендант. — Эсӗ мӗн, кӑтра шуйттан, хӑратса тӑратӑн? — Эсӗ ытлашширех калаҫатӑн. — Ун пирки саккунпа тӑваҫҫӗ, — терӗ Стефчов, Алафрангов вырӑнне. — Султан тарҫине тапӑннӑшӑн ҫакса вӗлереҫҫӗ е ӗмӗрлӗхе Диарбекир керменне хупаҫҫӗ. Вӑл хӑй ҫӗнтерес пек пӑхса илчӗ ҫынсем еннелле. Эпӗ хам та пирӗн хушӑра ним те пулса иртмен пек турӑм. Кунтан вунӑ мильӑра Кванза шывӗ хӗрринче Ибн-Хамис араб ертсе пыракан чура караванӗ чарӑннӑ. Ӗҫӗ, хӑвах пӗлетӗн, тусанлӑ мар, ытлашши тиемӗп, ҫапах та паек, ку та, лешӗ те… Эп, чӑн та, тарса кайма килменччӗ те. Чи пирвайхи хут вӑл ҫакна кӗпер патӗнче туйса илчӗ, ҫавӑнпа та халӗ хӑйне ыталани ӑна ҫав тери пӑлхантарать. Судье секундсене шутланӑ вӑхӑтра вӑл хӑрах чӗркуҫҫи ҫинчех тӑнӑ. Йӑлтах тилӗ! Анчах Яков Лукич аллинчен шалпар кӑна хура тупка кӗске кӗрӗк илсен, ҫакӑн кӑмӑлӗ каллех ытла та хытӑ ҫӗкленсе кайрӗ. Огнянов тахҫан авалхи йӑлапа ҫакӑн пек пухӑнса ларнине нумайранпа курман ӗнтӗ. Ҫапла Паганель, кубрик кӗтесӗнче ларса, этап хыҫҫӑн этап Ҫӗнӗ Зеландин мӗнпур историне аса илет. Хӗрлемес ҫӳҫне сехӗрленсе силлет, аллисене саркалать: — Ан ыйтсамӑр, Тӳпе ывӑлӗ, мана вӗлерни лайӑхрах-тӑр, Тӳпе ывӑлӗ. Хӗрарӑм ун ҫине пӑхса илнӗ те:— Мӗн упрасси пур ӑна? — тесе хунӑ. Ҫавӑн пек ӑнлантӑм-и эпӗ сире? Ҫур ҫӗрте сывлӑм ӳкрӗ. Мана Марья Кириловна нимӗн те хушман, атте. — Кирлӗ мар, саплашӑпӑр-ха унта. Ӗмӗтсӗрленни козака ырӑ япала патне илсе пымарӗ: унӑн хӑватлӑ пуҫӗ ыткӑнса кайрӗ, пуҫсӑр юлнӑ кӳлепи вара таҫта аякка юн сирпӗтсе ҫӗрелле йӑванчӗ. Козакӑн ҫиллес чунӗ, тарӑхса тата ҫакӑн пек тӗреклӗ ҫынран та час тухса каймалла пулнинчен тӗлӗнсе, ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ. Христина пике патне кайрӗҫ-ҫке вӗсем! — терӗ вӑл хыттӑн. Анчах халӗ, хам ӑсӑмпа шухӑшлама пултарнӑ чух, эсӗ чӗрех юласса шанатап эпӗ, вилме пултараймастӑн эсӗ мансӑр, пултараймастӑн! Ӑна тытса илӗҫ, тесе шухӑшлама пултарнӑ пулсан, пиртен никам та кайман пулӗччӗ. Анчах распоряженисем пурте тӗрӗс пулнӑ, ҫавӑнпа та картузне ҫӗре пӑрахсан, Риварес вырӑнтан ним хускалмасӑр юлса, салтаксене хӑйне хупӑрласа илме парӗ тесе никам та шухӑшлама пултарайман. Унӑн картти ҫине пӑхсамӑр: вӑл каналсемпе хупланнӑ, — сеткӑпа тейӗн. Официр господин аллисене ҫӗклесе малалла туртӑнчӗ, анчах сасартӑк тӗлӗнмелле ӗҫ пулса иртрӗ: вӑл ахлатса ячӗ, унӑн самӑр кӗлетки сулланса илчӗ, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ, урисем сывлӑшра тапкаланчӗҫ, вара хӑранипе хӗрарӑмсем кӑшкӑрма ӗлкӗриччен, кам та пулсан ку мӗнле пулнине ӑнланса иличчен, самӑр кӗлеткеллӗ официр господин пӗвене шаплатса ӳкрӗ те ҫавӑнтах пӑкӑртатса тӑракан шыв айӗнче ҫухалчӗ. Вӑл хулара ҫуралнӑ, анчах яшлӑхра инстинкт йыхӑрнипе прерие тухса кайнӑ. Чӑннипе каласан, ун пӗрре те пурӑнас килмерӗ. Игнат, сӗтел хушшинче ларса, чӗрнипе хӑма ҫинче темӗнле тӗрӗ турӗ, Ефим Рыбин хыҫӗнче унӑн хулпуҫҫи ҫине чавсаланса тӑчӗ, Яков йывӑҫ ҫумне таянса, аллисене кӑкӑрӗ умне хӗреслесе тытса, пуҫне чиксе тӑчӗ. Сӗтел ҫинче чейник тӑнӑ. Кӑвакарма пуҫланӑ ҫӑкӑр хыттисем йӑваланса выртнӑ. — Эпӗ кунта — хуҫа! — Эпӗ Тоня ятлӑ. — Ну, арӑмӗ упӑшкине улталас пулсан, мӗнле? — терӗ адвокат. Эпӗ пӗр хускалмасӑр, сывлама пӑрахсах хамӑн чӗре епле тапнине итлесе лартӑм, вӑл ҫӗр хут та тапса илчӗ пуль, вара тин сывлӑш ҫавӑрса ятӑм. Вӑл хӗнесе амантнӑ мӗскӗн йытӑ пек, ҫурӑмне курпунлатса, хӳрине икӗ ури хушшине хӗстерсе тӑрать. Йӑлтӑр-р ҫутӑлса каять пӗчӗкҫеҫ ҫӑлтӑр, унтан ара, темскер ҫӑтӑртатса илет те, чечек, ҫулӑм пек, куҫ умӗнчех сарӑлса хӑй ҫывӑхӗнчи мӗнпур чечексене ҫутатма пуҫлать. «Арс» кинора «Романовсем пӗтни» картина кӑтартатчӗҫ, эпир те сӑнӳкерчӗкӗсем курма чарӑнса тӑтӑмӑр. Ҫӑрттан мучи автан юррине чи юратакан, хисеплекен ҫын пулса тӑчӗ. — Капла манӑн ӑна курасах киле пуҫларӗ, — терӗ Елена. Эсир хӑҫан кайма кӑмӑл тӑватӑр, Уэлдон миссис, ҫавӑн чух тапранса кайма пултаратпӑр. Меллӗ саманта кӗтсе илсе, вӑл ҫав тӑхлана йӗкехӳре ҫине вӑркӑнтарчӗ, анчах лектереймерӗ те алли хытӑ ыратнипе йынӑшса илчӗ. — Сывӑ пул, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, картузне хывса. Унӑн пуҫӗ ҫине вӗтӗ ҫумӑр пӗрӗхрӗ. Изот та ӳсӗр ҫын пекех кулатчӗ; вӑл начарланса кайрӗ, куҫӗсем тӗттӗм шӑтӑксене путса ларчӗҫ, сӑнӗ тата ытларах ҫирӗпленчӗ, хитреленчӗ те — тасарах пулса тӑчӗ. Ҫук, вӑл вӗсем хыҫҫӑн сыхласа каять, — ҫавӑн пек тӗттӗмре вӗсем ӑна ӑҫтан курччӑр-ха? Учительрен сасартӑк разбойник пулса тӑнипе, мӗскӗн Антон Пафнутьича вӑл мӗн тери тӗлӗнтерсе сехрине хӑпартнине куртӑмӑр ӗнтӗ эпир. Ҫаплах вӑл хӑй шӑпинчен пӑрӑнаймарӗ иккен. Туршӑн та, ҫав тери чаплӑ сухал, ну… ну… партизан сухалӗ пек. Ак ҫаксене: «Пӗр ҫакна ҫеҫ тархаслатӑп…» Вӑта ҫӗрте лараканнисем те тӑркалама пуҫларӗҫ. — Разведкӑна? Ачасем ҫуралаҫҫӗ — ҫӑкӑр кӳмен ӗҫӳпе тӑрмашса, вӗсене пӑхма та вӑхӑт ҫук. — Калӑр-ха, господин Паганель, — терӗ Роберт, ҫӳревсем ҫинчен аса илсен, унӑн хуҫӗсем ҫиҫсе кайрӗҫ. — Айтӑр анар, айтӑр анар! Пуп таврашӗсем хӑйсем хушшинче пӗр сӑлтавпа кӑна килӗшсех ҫитмен: ҫав ангелсем планетӑсене мӗнле майпа шутараҫҫӗ-ха? Пӑх-ха, унӑн куҫхаршисем мӗнле! Эпӗ ӑна тӗпчесе пӗлесшӗн пултӑм, анчах карапа йывӑрлӑхра хӑварма пултараймарӑм. Ну, паллах ӗнтӗ, пурте — ку хӗрача мар, чечек пулӗ, теҫҫӗ. — Эсир хӑвӑр та кун пек тумӑттӑр. Эсир те, сквайр та, капитан та хӑвӑр панӑ чӑн сӑмаха улӑштарман пулӑттӑр. Апла пулсан, эпӗ те улӑштармастӑп. Луизианӑри плантаторӑн ҫемьи те ҫав кӑмӑла каймалли традицие пӑрахманнинчен тӗлӗнмелли ҫук ӗнтӗ. Аттестат ярса патӑм — усӑ кур, мана кирлӗ мар, эпӗ пур енчен те казённӑй довольстви илсе тӑратӑп! — терӗм ӗнтӗ, а вӑл тӳсме ҫук шавлама тытӑнчӗ! «Конвой» мӗн иккенне те чи малтан эпӗ ун урлӑ илтрӗм. Артамонов ҫав лӑплантараканпа питӗ туслашнӑ. Ну, ҫӑва патне тата! Вара ман куҫ умне вӑрӑм сухаллӑ дворникпе унӑн мӑнукӗ, манӑн Васьӑпа пӗр ҫулаллискер, тухса тӑраҫҫӗ. Куҫӗсене чиксе шӑтарасчӗ пуринне те! Ҫакна ыйтатӑп санран, савниҫӗм… Алексей хӑйне питӗ ӗнентермелле хӳтӗленӗ: — Ҫын ӗмӗр тӑршшӗпех пире валли ӗҫленӗ, анчах эпир ӑна кӑларса ывӑтрӑмӑр, — ну, аван-и-ха вӑл? Батальон тӑнӑ вырӑна тӗтӗм карса илнӗ пулнӑ, таҫта кӑшкӑркалашни илтӗнкеленӗ. Кунсӑр пуҫне тата эпӗ патшасен ҫуртӗнче калама тӗлсӗр тесе шутланакан ахаль халӑх чӗлхинчи сӑмахсене каларӑм, — вӗсене эпӗ фермер ҫемйинче час-часах илтнӗччӗ. Анчах мана, ют патшалӑх ҫыннине, кусемшӗн нимех те айӑплама ҫук. Ҫынни пурне те илтет пулин те «анне» теме пултараймасть. Коскенкин Наркизов, вӑл та конторщик, тата эпӗ, — пурне те каласа та пӗтереймен. Ман парне ниме тӑмасть пулсан та, капитан уншӑн тав турӗ. Вӑл Тома хӑй патне чӗнсе илчӗ те, ӑна штурвал парса, карапа мӗнле тытса пымаллине кӑтартрӗ. Сасартӑк Зеб Стумп суд умӗнчен пӑрахса каять, хӑйӗн ватӑ кӗсри патне пырать: пур ҫын умӗнче вӑл лаша ҫине вӑр-вар хӑпарса ларать те юман патӗнчен аяккалла каять. Атту эпӗ, чӑнах ара, кун пирки Крампер генерала каласа паратӑпах. — Кулӑшла ҫав Мускав… Хӑвала, Николаев, хускат атя… Ҫамрӑкскер, кӑра ҫилӗллӗскер, эпӗ станца пуҫлӑхӗсем ҫине, вӗсем ман валли хатӗрленӗ тройкӑна чинлӑ улпута парсассӑн, питӗ кӳренеттӗм. — Халь ӗнте пурте йӗркеллӗ, — терӗ Эрхип. Трюк, ҫавӑрӑнӑҫуллӑхпа опыт тӗлӗшӗнчен вӑл нумай пӗлекен мастер пулнӑ; ураран ӳкермеллӗхех ҫапайман пулин те, вӑл хӑйӗн тӑшманне тӑтӑшах чышкӑласа ывӑнтара пуҫланӑ. Тимур шурса кайрӗ. Илтрӗн-и? Мӗнчул экзотика… Ну, Марокко тата, Алжир, Египет, — кусене Британин атласӗ ҫине кӳртмен-им? Салт хӑвӑртрах, мӗн эс мӗштӗртететӗн! Пурӑнаҫҫӗ ҫав ҫынсем, читлӗхри кайӑксем пек, пӗчӗк йӑвасенче, кашнинчех вуншарӑн, тӳррипе илсен, пурин валли сывлӑш та ҫитеймест. Сире тӳррипе, аттене каланӑ пек калатӑп: унӑн пичӗ ҫинчи ҫӗвекӗсем ҫине пӑхма малтанах чӑн та йывӑр. Лавсене шыв урлӑ каҫарнӑ чухне вӗсем шыв ҫийӗнче пыччӑр тесе, яланах вӗсен йӗри-тавра пушӑ пичкесем ҫыхса тухаҫҫӗ. Пирӗн телее пула, пирӗн ӑслӑ Румкорф приборӗ хамӑрпа пӗрлех пулчӗ. Мӗншӗн-ха вӑл ялан пӗлӗт ҫинелле пӑхать? Хула хӗрринчи пӗчӗк пӳртсем именсе, чӳречисемпе тусанлӑ ҫул ҫинелле пӑхса ларатчӗҫ, ҫул тӑрӑх апат начар ҫитернӗ вӗтӗ чӑхсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем ҫавӑн ҫинчен нумай сӑмахларӗҫ, хулана ҫитичченех вӗсем иккӗшӗ пӗр шухӑшлӑ пулса ҫапла шутласа хучӗҫ: метис вӑл кама та пулин урӑх ҫынна та асра тытма пултарнӑ, мӗншӗн тесен пӗр Том ҫеҫ ӑна хирӗҫ судра тухса каланӑ. Воропаев ун чух ӑна пӗр пысӑках мар совхоз хуторӗн ятне каларӗ, вилнӗ ҫынна ҫав хутор ҫывӑхӗнче пытарма канаш пачӗ, вӑл хӑй те унта пулма пулчӗ, тем пулсан та, ҫав хутор еннелле чакма хушрӗ. Кӗҫӗр каҫ шӑпах пирӗн патӑмӑрта улах лараҫҫӗ, пирӗн хӗрсене курса кайӑн. — Эпӗ ҫирӗм ҫул ӳсер! — мухтансарах каларӗ певчий, хӑйне ывӑс тупанӗпе кӑкӑрӗнчен ҫапса. — Эсӗ те, Юрочка, пуҫлӑх пулса тӑтӑн, политика ҫинчен ҫеҫ калаҫатӑн. Николай Антоныч сӗтелӗ ҫинче ҫыру приборӗ пур, «Илья Муромец богатырь пурнӑҫӗнчен» тесе каласа кӑтартрӗ мана Катя. Хӑй ирӗкӗпе нимӗҫсем патне кайма хӗтӗртнӗ хавхалану халӗ ӑна, виҫӗ ҫул каяллахи пек, питӗ романтикӑллӑ пекех туйӑнмасть; ун чухне вӑл, айванскер, Германири революцире пулма ӗмӗтленнӗччӗ, анчах хӑйӗн йӑнӑшне вӑл лайӑххӑн Румынире кӑна, пӗр темӗнле этапра, ӗлӗк нимӗҫ старостисемпе бургомистрӗсем пулнӑ ҫынсем хушшинче ӑнланса илчӗ. Ҫав сутӑнчӑксем тӗнчере, — нимӗҫсене сутӑннӑ хӗрарӑмсем е намӑссӑрсем хушшинче, тыткӑнри хӗрарӑмсем е асап куракансем хушшинче, — ҫухалса каяс тесе, Румыни паспорчӗсене сутӑн илетчӗҫ. Дик Сэнд тӗслӗхӗпе кашни негр пиҫиххи ҫумне ҫӗҫӗ чикрӗ, аллине пӑшал тытрӗ. Ҫав хушӑра тӑхӑр сехет ҫитрӗ; вунпӗр сехет ҫитиччен тата икӗ сехет кӗтмелле. Эпир кунта юлатпӑр, чӑнах вет, Гек? Мӗншӗн сасартӑк Негоро пек усал этемех ҫакӑн евӗр тӑрӑшрӗ-ха вӗсемшӗн? Вӑл ӗнтӗ утса ҫӳремелӗх ҫителӗклех вӑй илчӗ, анчах организмӗнче тем ырӑ мар япала пулса пырать. — Ним те мар эппин саншӑн, анчах мана еплерех, — тӑсрӗ малалла Володя, хулпуҫҫине атте пек хускаткаласа, — ҫӗмӗрни ҫитмест, тата кулса тӑрать, вӑт айван! Вӑл мана хӑйӗн планӗсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ (сӑмах май, халь пӗлетӗп ӗнтӗ унӑн мӑйӗ ҫинчи суран мӗн пирки пулнине… — Пырать. Паллах, вӗсен кашнин — хӑйӗн анчӑк ывӑлӗ пур, мужиксене те пурне те хӳтӗлеме килӗшместӗп эпӗ… Ак ӗнтӗ тӳпере шевле ҫиҫсе илчӗ те чечексем курӑнса кайрӗҫ. Йӗрки-йӗркипе лараҫҫӗ. Пурте ытарма ҫук илемлӗ, халиччен курман чечексем; вӗсемпе пӗрлех хайхи упасаррин ҫулҫисем те. — Мӗн ҫинчен калаҫмаллисем тупнӑ тата ҫӗрле, — терӗ Марьяна. Ҫак пурӑнса курман ачасене хӗрхенсемӗр эсир… Вилнӗ боеца лайӑхрах курас тесе, вӑл окопалла сикрӗ. Лось асӑрхарӗ: винтсен шавӗсӗр, ҫунатсемпе касӑк мачтӑсенче ҫил шӑхӑрнисӗр пуҫне — урӑх сасӑ пачах та илтӗнмест: машинӑсем шавсӑр ӗҫлеҫҫӗ. Анчах та чимӗр-ха, мӗн пулса тӑчӗ? Малтанах пурте ҫӳҫенсе илчӗҫ, анчах ҫав самантрах чунӗсем киленнине туйрӗҫ. — Увар Иванович чӑн-чӑн путене пекех пӗтӗлтетрӗ. — Ҫук, тымар кӑкӗнчен мар ӗнтӗ, тымарӗ-мӗнӗпех кӑкласан лайӑхрах, — тӳрлетрӗ Давыдов, унтан Разметнова ҫапла каларӗ: — Кулаксен списокне вуласа пар. — Казаксен авалхи тараватлӑхӗпе карчӑк айванлӑхӗ ҫеҫ, — терӗ хорунжий, карчӑкӗн сӑмахӗсене ӑнлантарнӑ тата тӳрлетнӗ пек туса. Намӑс сана! Астроном сывпуллашма пырсан, ӑна тытса чарма та пулать. Чӗмсӗр Хижняк хӑйӗн кӑштах именнӗ пуҫлӑхӗ ҫине савӑннӑ пекрех кулса пӑхса тӑчӗ. — Ҫапла, — терӗ вӑл, — эпӗ тытӑнас тенӗ ӗҫе сирӗн сӑмахӑрсем те ҫирӗплетеҫҫӗ. — Ерофей Кузьмич! Лешӗ Гаврила ҫаплах чӗнет, тет. Анчах ягуар, йывӑҫсем ҫине хӑпарнӑ пекех, ишессе те ӑтӑр пекех ишет. — Кам юртӑпа, кам сиккипе чуптарать. Халӑх ирӗкӗ! Вӑрласса кӗҫӗр вӑрласан лайӑхрах, мӗншӗн тесен тухтӑр мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каламарӗ пуль; унран хӑранипе ултавҫӑсем тухса тарма пултараҫҫӗ. Паша ӗҫ тупать, унӑн алли — ылтӑн… Лось тимлӗленчӗ, асӗнче географи карттин пӗр пайӗ сӑнарланчӗ, — ҫав самантрах, унӑн шухӑшлавӗн пичет пайӑрӑвӗ пек, тӗтреллӗ шар ҫине хура пысӑк пӑнчӑ ӳкерӗнчӗ: чукун ҫулсен ҫипписем; симӗсрех уйра «Петербург» тесе ҫырни айккинче — «Раҫҫей» сӑмах пуҫламӑшӗн хӗрлӗ пысӑк сас палли. Ҫӑмӑл-и вӑл, шутла-ха. Залри халӑх килӗшмесӗр кӗрлесе кайрӗ. — Даша инкене. Ҫакӑнта тахҫан ӗлӗк-авал Петр Ильич граф, хӑнасене пӑхма юратнипе чапа тухнӑскер, иртнӗ ӗмӗрти пуян вельможа пурӑннӑ. Вӑл ӑна хӑй тӗлӗнни ҫинчен каласа парасшӑн пулчӗ, анчах ахаль те вӑтанакан ачана тата вӑтантарас мар тесе, пысӑк улшӑну пулса иртнине асӑрхаман пек пулчӗ. Эсӗ Христоса пӑталанӑ хӗресе чуптӑватӑн-ҫке. Анчах Давыдов, пыр мӑкӑльне аллипе сӑтӑркаласа, хуллен кӑна:— Колхоза кӗриччен камӑн пулнӑ вара вӑл, ҫав интереслӗ кӗсре? — тесе ыйтсан, казаксем теме кӗтсе шӑпланчӗҫ. Вӑл куҫа ан ҫыхӑр, тесе тепӗр хут ыйтрӗ, вара, полковник ун ҫине пӑхса, ирӗксӗрех килӗшрӗ. Чулту тӗлӗнче уйах ҫап-ҫутӑ ҫутатса тӑнӑ та, йӗри-тавра ҫав тери лайӑх курӑннӑ, ҫӗлен те курӑнмасӑр шуса иртме пултарас ҫук пек туйӑннӑ. Телеграфӑн ансӑр лентисем ҫине шифрланӑ приказсем ҫапӑна-ҫапӑна тухнӑ. Вӗсенче кашнинче: «Утлӑ ҫар йӗркеленӗвне поляксене сисме памалла мар», тенӗ. — Пулчӗ, — терӗ шӑппӑн Политовский, аллинчи лумне пӑрахса, унтан пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренсе илчӗ те: — Халӗ ӗнтӗ каялла чакма пире ҫул ҫук, — тесе хушса хучӗ. — Хӑҫан пулнӑ вӑл апла, Плутон? Эпир ку укҫа Петькӑн пиччӗшне куриччен ҫитет тесе шутларӑмӑр. — Вӑл паян килме пултараймарӗ, унӑн магазинра ӗҫ питӗ нумай… курнӑ пуль эсир Цейлӑра пурҫӑнпа сукнасен чи пысӑк магазинне? — Ку ытлашши каланӑ сӑмах пулӗ, тесе шухӑшлатӑп эпӗ. Пиччӗшӗпе танлаштарсан, вӑл ытларах тавҫӑракан ҫын пулнӑ, час-часах хӑрушӑ вӑйӑсем пуҫара-пуҫара янӑ, хӑйӗн ҫивчӗ ӑсне пула вара тепӗр чухне хӑйне айӑплассинчен хӑтӑлнӑ, ҫав вӑхӑтрах унӑн пиччӗшӗ Остап, ним ҫинчен те шухӑшлама пӗлмесӗр, хӑйӗн ҫийӗнчи тумтирне хывса пӑрахса урайне выртнӑ, пӗрре те каҫару ыйтман. Хӑйне вӑл ҫав тери тилӗрӳллӗ курайманлӑхпа кураймасть. Ну, халь вӗҫтер хӑв ҫулупа, тӑванӑм. Эпӗ турӑран тахҫантанпа ҫапла ыйтатӑп: пурӑнӑҫа вӗҫлес пулсан, вӑрҫӑра таса ӗҫшӗн, христиан ӗҫӗшӗн ҫапӑҫса вӗҫлес, тетӗп. Арӑмӗн пӗр ӗҫне те хутшӑнмастӑп тет те-ха вӑл, анчах куна ӗненсех кайма юрамасть! — Лаша ҫине хӑпарса лар, Луиза. Анчах та пурте ман ҫине тимлӗн пӑхнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн. Серафима боты тӑхӑннӑччӗ, ку та вара маншӑн темле тупсӑмне пӗлмелли мар япала пек туйӑнчӗ. — Итле-ха, Евгений, эсӗ унпа ытлашши хыттӑн калаҫрӑн, — терӗ Аркадий. Ҫапла, вӑл Апторповсем патне каятӑп терӗ, вӗсене сирӗн ҫуртӑра туянма аукциона килме чӗнетӗп терӗ. Халӗ ӗнтӗ тинех пӗтӗм пуҫӑма ҫухатрӑм. Ҫутҫанталӑка илем кӳмелли хурт-кӑпшанкӑ анчах, урӑх нимӗн те мар! Путсӗр тутар майлӑ пулнӑ-и эпир; хӑҫан та пулин турккӑсемпе килӗшрӗмӗр-и; ӗҫӗмӗрсемпе е шухӑшӑмӑрсемпе сана хирӗҫ пытӑмӑр-и? Ҫакна ӑс-тӑн япалана куҫса пайӑрланни темелле. Вӑл чи малтан Джемма хваттерне кайрӗ, анчах вӑл килте пулман, ҫавӑнпа та тепӗр ирхине кӗресси ҫинчен пӗлтерме хушса, Пӑван килне тухса утрӗ. Шывӗ инҫе, аялта, Атӑлра. Хул пуҫҫисене утиялпа витрӗ те пӗкӗрӗлсе ларчӗ. Ку ӗҫе пӗтерсен, Дик Сэнд фордунсенчен пӗрин тӑрӑх тӳрех палуба ҫине шуса анчӗ. Так-штӑ, ун чух вӗсем хӑйне те, ӗҫе те хуҫа мар, хаяр тӑшман, — каҫарӑр та, чӑн ҫапла. Ӑна сӑнаса, унӑн сӑмахӗсене шайлаштарса, Фома — Ежов та хӑй пекех аташса кайнӑ имшер ҫын иккенне курнӑ. Ачисене мӗн тунӑ, паллӑ мар… Мӗкӗрнӗ сасӑ — темрен хӑранӑ чӗрчунсен мӗкӗрнӗ сасси — пӗрмай ҫывхарса килет. Ҫитес вӑхӑтрах, вӗсен йӑхӗн членӗсем пысӑк вигвама пухӑнсанах, аслаҫу сана вӗсем патне леҫсе ярать. Вӗсем сак ҫине ларнӑ. Хӑйсен нерва системине йӗкӗлтенме пуҫличченех сарса яраҫҫӗ те… ну, кӑмӑл шайӗ пӑсӑлчӗ те вара. Пурте ҫав тери лайӑх пулса пычӗ: кил пӑхакан та кирлӗ пулмарӗ, нимӗн ҫинчен пӗлтермелли те пулмарӗ. Инсаров вырӑсла тӗп-тӗрӗс калаҫать, кашни сӑмаха татса, уҫҫӑн калать; анчах унӑн пыр тӗпӗнчен тухакан сасси, кӑмӑллӑ пулсан та, темле вырӑсла мар илтӗнет. Ну, ӑслӑ эс — пурне те пӗлетӗн… кала-ха эппин: мӗншӗн пурӑнатӑн эс? Дубков панӑ пируса чӗртсе ярасшӑн пулса, эпӗ ҫакнашкал ырӑ кӑмӑлпа мӑн пӳлӗме тухрӑм. Сан шутпа, мӗн тумалла манӑн? Ҫӗртен ак (Ерошка ҫӗртен аршӑн чухлӗ кӑтартрӗ), ҫакӑн ҫӳлӗш атӑ тӑхӑнса ярать те пӗрмай ҫавӑн ҫине пӑхать, пӗтӗм савӑнӑҫӗ те ҫавӑ анчах. Паян вара унӑн яра кунах пӗччен ирттермелле, ҫакан ҫинчен шухӑшласа илчӗ те, ӑна салхулӑх ҫатӑрласа лартрӗ, пуҫне ӑнланмалла мар, темле килпетсӗр те ниме тӑман шухӑшсем сӗкӗнме тапратрӗҫ. Студент сӑмахӗсем, тен, малтанах ҫапла шутласа хуман пулин те, тӳрех хӑйне пырса тивнине ӑнланса илсен, ҫамрӑк хӗр хыпӑнса ӳкрӗ. — Чӑнах, чӑнах вилет! Вараланчӑк, ленчӗркке аллипе мана куҫран хыттӑн янклаттарса ячӗ, — эпӗ ҫухӑрса ятӑм, куҫсӑр пулса тӑтӑм та аран аран ҫеҫ карташне Наталине хирӗҫ сиксе тухрӑм; вӑл Ермохина алӑран ҫавӑтса килетчӗ. — Малалла, тусӑмсем, хӑвӑртрах! — хистерӗ ҫамрӑк. Тӑрӑшуллӑ матроссене Уэлдон миссис та мухтарӗ. Хӑй ҫинчен калаҫма пултарайман ҫын ҫук! — Хуторта ӑна пирӗн, Давыдов юлташ, Молчун тесе чӗнеҫҫӗ. — Ку йывӑр мар, — тавӑрчӗ Дик. Тарантас ҫине лартӑм. Вӑл лаша пуҫӗ патне пычӗ те, ӑна йӗвенӗнчен ҫавӑтса туртрӗ! — Мӗн япала, ара, ҫак юлашкинчен?! — сехӗрленчӗклӗн кӑшкӑрса ячӗ Ромашов. Унта ман документсем пур! Хӑйне тӳрре кӑлармашкӑн пӗр сӑмах та калама памасӑрах ҫынна ҫакса вӗлерме юрамасть ӗнтӗ! — Юрӗ, сержант, эпӗ шухӑшласа пӑхӑп. Эсир ҫурта ҫунтарса ярасшӑн, пире пурсӑмӑра та пӗтерсе хурасшӑн… Пароходӑн хӳринче тӑрса, эпӗ вӑл лере, пристань хӗрринче хӑрах аллипе херес хывнине, тепринпе — кивӗ шаль вӗҫӗпе — хӑйӗн питне, ҫынсем ҫине нихҫан иксӗлми юратупа пӑхса йӑлкӑшакан тӗксӗмрех куҫӗсене шӑлни ҫине пӑхатӑп. Унӑн, Уйӑхӑнни пек, телескоп витӗр кӑна курӑнакан фази пур. Ҫавӑнпа та вӑл мана академири ӗҫсемпе паллаштарса ҫӳрес ӗҫе хӑй ҫине илмерӗ, хӑй вырӑнне, вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен пӗрине мана ертсе ҫӳреме хушрӗ. Ачасем пӗр минут пек тӑхтаса тӑчӗҫ, ҫак хушӑ тем ӗмӗр иртнӗ пекех туйӑнчӗ вӗсене, унтан шӑпах пулнӑ ҫӗртен каллех кӗрӗс! тутарни илтӗнсе кайрӗ. Аслӑ Артамонов куна ним чӗнмесӗр ирттерсе ячӗ. Ҫавӑ урӑхла пурӑнӑҫ пулма пултарасси ҫинчен ҫине тӑрсах шухӑшлаттарса, ман ӑш вӑрканине лӑплантаратчӗ. Анчах ыран хӑпайӗ-ши вӑл унран? Эсир ырӑ ҫын пек тунӑ; анчах епле инкек сиксе тухрӗ-ха кунта! Вӑл ӳкнӗ вӑхӑтра питӗ вӑйлӑ ҫутӑ ялтраса кайнӑ, ҫав ҫутӑ Хӗвел ҫутине те хупланӑ. Капеллан сире киле ӑсатса ярӗ. — Эсӗ ун пирки ан шухӑшла. Урапасем ҫывӑхӗнче, урапасем айӗнче тата урапасенчен нумай аякра курӑк ҫинче пур ҫӗрте запорожецсем выртаҫҫӗ, вӗсем пурте илемлӗ ҫывӑраҫҫӗ: пӗрисем пуҫ айне ҫапнӑ кӗлте, тӗприсем ҫӗлӗк хунӑ, тӗприсем пуҫӗсене юлташӗсен айӑк пӗрчи ҫине хунӑ. Австриецсен хӗҫӗсем Макҫӑм пиччене ялта йӑмӑкӗ патӗнче пурӑнмалла туман пулсан, хӑйӗн телейсӗр шӑпине пула ним сӑлтавсӑрах тулашма хатӗр ачаран, мӗнпур тавралӑх унра эгоизм тӗвӗлентерсе пынипе аталанаканскерӗнчен, мӗн пулӗччӗ-ши малашне — паллӑ мар. Эй, турӑ, мӗн курмалла пулчӗ! — Мӗн е кам сывлать? Манра сасартӑк Олеҫҫӑна, вӑл ӗлӑкрех хампа сиввӗн пулнӑшӑн, ӳпкев сӑмахӗ калас кӑмӑл чӑтмалла мар вӑйлӑ йӑтӑнса ҫӗкленчӗ. — Хут ҫук? «Тӗлӗнмелле ҫын ку лекарь!» — шухӑшланӑ вӑл хӑйӗн чаплӑ вырӑнӗ ҫинче, чӗнтӗрленӗ минтерсем ҫинче, ҫӑмӑл пурҫӑн утиял айӗнче выртнӑ ҫӗрте… Итлесех кайрӑм пулас эпӗ Валя мана мӗн каланине, мӗншӗн тесен вӑл мана темиҫе хутчен те Кораблев педагогика енӗпе ӗҫлени ҫирӗм пилӗк ҫул тултарнӑ майпа юбилей пулать, терӗ, юбилейне шкулта ирттереҫҫӗ, терӗ. Эпӗ сире пит хытӑ, пит хытӑ тав тӑватӑп. Тӗрлӗрен пукансем лартса тултарнӑ, шап-шурӑ стеналлӑ пысӑк пӳлӗмре аллӑ ҫынна яхӑн ларать. Вӗсем кӗске кӑвак сухаллӑ та пӗчӗк ачанни пекех кӑвак куҫлӑ ырӑ сӑнарлӑ старике итлеҫҫӗ. Унӑн куҫӗсем яланах кулнӑ пек е темле пулсан та савӑнӑҫлӑн ҫуталнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Ултӑ сехет тӗлне хатӗр пулчӗ. — Ыран, Аксель, ыран. — Шурӑ ӳтлисем хӑйсене малта тӑракан раса тесе кӑшкӑраҫҫӗ, шӑл ҫеммине юратакан ягуарсем вӗсене тӑваттӑмӗш вырӑна анчах хураҫҫӗ. — Мӗнле майпа чикан-ха эпӗ? Грот-мачта ҫине шурӑ ялав ҫӗклӗр: шурӑмпуҫ шуралса тухнине эпир юлашки хут куратпӑр. — Кай эс, Саша, хулана, Сибирски подворьенче номер ил, эпӗ часах пырӑп! — тенӗ Фома. Инҫетре тупӑран пенӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Маориецсен чӗлхипе вӗсене «па» теҫҫӗ. Мексиканец-мустангер хӑй те малтан капитанпа хирӗҫ пулнисем пирки ҫаплах шутланӑ мӗн. Ҫак кунтан вара Катькӑпа эпир юлташлантӑмӑр. Лешсем, шуралса, начарланса кайнӑскерсем, савӑнӑҫлӑн туха-туха каяҫҫӗ. Боецсем пӗр минут хушши пек кӑвайт тавра йӑвалана-йӑвалана кулчӗҫ. — Епле касса татрӗ? Эпир малалла пӳртре юлма хӑяймарӑмӑр: вучахри кӑвар тимӗр решетке ҫине ӳксен те, эпир чӗтресе илеттӗмӗр: сехет чӑклатнинчен те хӑрарӑмӑр. Унӑн пӗр кӗтмен ҫӗртен, упӑшкине хутӑштармасӑр ҫеҫ мар, Негоро шутланине хирӗҫле те хӑйне хӑех ирӗке кӑларас шанчӑк ҫуралчӗ. — Ну, халӗ ӗнтӗ, Федотка, кӳр, эпӗ те санӑн пӳрнӳне ҫыртса пӑхам, — сӗнчӗ вӑл, анчах Федотка, кӑштах турткаланса тӑранҫи пулчӗ те, пынӑ ҫӗртех сасартӑк ҫӑмӑл урапа ҫинчен кӑвак шӑрчӑк пек ялт ҫеҫ сиксе анса юлчӗ; хӑрах ури ҫинче сиккелесе, хыҫран ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Ҫыртас килет пулӗ те, ҫук, халӗ ӗнтӗ ҫыртаймӑн!.. — Эсир ташлатӑр-и вара? — ыйтрӗ хисеплӗн Аркадий. Вӑрлӑх фондне виҫӗ кун хушшинче пуҫтарса ҫитерме йышӑнчӗҫ. Алфавитри ытти саспаллисем уншӑн ҫукпа пӗрех. Кӗске сӑхманӗн лапра ҫаннипе куҫҫульне шӑлса, вӑл урисене чарса пӑрахса, хӑйӗннисем умӗнче тӑратчӗ те кӑмӑллӑн калатчӗ: — Тухӑр, што-ли, атту — шанмалла! — тетчӗ. — Юрӗ! Ҫапла вара, ватӑ Томпа ун юлташӗсем хӑйсем пилӗк эрне хушши йӑтса пынӑ мӑйкӑчсенчен хӑтӑлчӗҫ. Сасартӑк хӗр ури сассисем илтӗнсе каяҫҫӗ те, уҫӑ алӑкра унӑн кӑвак ҫитсӑ кӗпи мӗлтлетсе илет. Ытла хӑраса ӳкнипе вӗсем хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле ҫавӑнтан тарса хӑтӑлма хатӗрленнӗ пулнӑ. Мексиканка тӗрӗс каланине Зеб пӗлсе тӑнӑ. Вӑл хӑйӗнчен мӗн те пулин ыйтса пӗлессине кӗтет пулас, анчах эпӗ ытла именнипе сӑмах та ченейместӗп. Нумайччен вӗсем нимӗн те чӗнмесӗр тӑчӗҫ, иккӗшӗ те, хӑйсем масар ҫине килнине вилнӗ ҫынсем епле пӑхаҫҫӗ-ши тесе, шухӑша кайрӗҫ. Ку пират пулса ҫӳрессинчен те миллион хут чаппӑрах ӗнтӗ. Ман шухӑшпа, Петруҫ каҫ пуласса кӗтнӗ пек, хӗрарӑм тырӑ илсе тухса сапса парасса кӗтекен чӑхсем те кӗтмеҫҫӗ пуль. — Партире тӑмастчӗ-ха вӑл, — асӑрхаттарчӗ Ковальчук. — Ҫапла, — халӗ эпӗ кӑна ответ пама пултаратӑп. Ӑна паян та тӗл пулатӑп пулӗ тесе ӗмӗтленер эппин. Вӑл ҫӳллӗ кактус пулнӑ, — унӑн сӗтеклӗ симӗс вулли вутран хӑтӑлса юлнӑ мӗн. Ҫитӗ ӗнтӗ, Евгений Васильевич, эпӗ сире каласа патӑм пулас… Йытти айванла унталла-кунталла пӑхкаларӗ, ухмахра юлнине вӑл хӑй те чухларӗ пулмалла. Ку хӑна ун хӳри ҫине пусман, куҫне табак тӗтӗмӗ яман, пӗр сӑмахпа каласан йӳтетмӗш ҫын пулман. — Ҫӑкӑр таткипе пӗр кружка турӑх — чӑн-чӑн арҫын-производитель апачӗ-и вара ҫакӑ? Ретрен сержантпа пӗрле мӗн пурӗ те вуникӗ салтак кӑна тухса тӑчӗҫ. — Пит-куҫна ан пӑркала, — тет вӑл хуллен, анчах хытарсах калать. Викторушка та тумланса тӑрса пурне те: «Эпӗ пӗлетӗп», тесе йӗкӗлтетчӗ. — Монсеньор, ку вӑрман сирӗн ҫичӗ вӑрманӑртан пӗри пулать. Тӗрме хыҫҫӑн — кӗнеке магазинӗнче ӗҫлерӗм, анчах хама асӑрханмасӑр тыткаларӑм та каллех тӗрмене лекрӗм, унтан Архангельска ячӗҫ. Шухӑшӗ япӑх мар, анчах арман чулӗ те ҫӑмӑл япала мар, ҫапах та аптрамӑпӑр, мӗнле те пулин кустарса килкелӗпӗр. Акӑ пулчӗ те сана пӗр япала: «Мӗнле-ха капла, кантӑк хуппине ҫакса яма ыран кун пулмасть-им? — тетӗп. Анчах Ривэра ҫак самантпа усӑ курса ӑна пур вӑйӗпе шӑлӗсенчӗн ҫапнӑ. «Пӗр-ик минутлӑха Валя патне кӗрсе тухас мар-и», терӗм. — Эпир? — Гаррис, сунар йытти пекех, старике питӗнчен пӑхрӗ, куҫӗсене антармасӑрах, блокночӗ ҫине ҫырса пычӗ. Ун килне те пӗтӗмпех ухтаратпӑр, шӑл йӗрме ҫитет ӑна. Гленарван леш енне каҫмалли майсене шыраса пуҫне ҫӗмӗрет. Вунӑ хутчен те пулӗ вӑл ҫыран хӗррине кая-кая килчӗ. Анчах усси ҫук. Турӑ хӑш кун мӗн тунине лайӑх пӗлсе тӑнӑ. Эпӗ ӑна опиум панӑранпа вунӑ сехет иртрӗ ӗнтӗ, ҫавӑнтанпа унӑн пӗр мускулӗ те хускалмарӗ. Волошин майор, кӑштах пӗкӗрӗлсе, тунката ҫинче ларать. — Кунтах вӑл, инҫе мар. Эпӗ пур ҫӗрте те пулса курма ӗлкӗртӗм ӗнтӗ. — Кам? Вӑхӑчӗ вӑхӑчӗпе вӑл хӑйӗн пысӑк та чакӑр кӑвак куҫне ҫав тери чарса пӑрахрӗ, куҫӗ унӑн сасартӑк тӳсме ҫук ыратса килнӗ пек, ҫав ыратнине ним тӑвайман енне тарӑхса кӑшкӑрса яма хатӗр пек пулчӗ. Полковник ҫине Монтанелли халиччен курман ирсӗр япала ҫине пӑхнӑ пек йӗрӗнсе пӑхрӗ. Карчӑксем ҫавӑн пирки калаҫса тӑнӑ чух ӗне кӗтӳҫи Тымиш Коростявӑй пырса тухнӑ тата. — Эсӗ мӗн, ухмах? Унтан сасартӑк улшӑннӑ сасӑпа кӑшкӑрса ячӗ: — Тӑванӑм — ан тив! Ытарайми сӑн-сӑпатлӑ Гретхен та хампа пӗрле ҫакӑнтах пулнӑ пулсан, эпир унпа пӗрле епле аван уҫӑлса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑрччӗ, ҫакӑнта лӑпкӑн тӑракан икӗ палубӑллӑ карапсемпе фрегатсен гаванӗсем тӑрӑх, тинӗс пырӗн ешерсе ларакан йывӑҫ-курӑклӑ ҫыран хӗррисем тӑрӑх, крепость башнинчи хура ӑшлӑ кӗпҫисене бузинӑпа йӑмрасен турачӗсен хушшинчен тӑсса тӑракан тупӑсене башни мӗнӗпех пытарса хупланӑ лапсӑркка йывӑҫсем хушшинче уҫӑ сывлӑша тулли кӑкӑрпа ҫӑтса ҫӳренӗ пулӑттӑмӑр. Паян эпӗ сирӗн патӑртан каятӑп… Халех, ҫак самантрах… Тӗттӗмленнӗ, ырӑ шӑршӑллӑ пӗччен пӳлӗм варринче лампа тӗксӗммӗн ҫунать; сайра-хутра хумханакан штора витӗр кӑтӑклантаракан каҫ уҫӑлӑхӗ кӗрет, вӑл вӑрттӑн вӑшӑлтатни илтӗнет. — Анчах ҫавӑнтах асӑрхарӗ: Глухань каскине пуля шӑтарса тухса кайнӑ иккен, хӑлхи патӗнче, гимнастёрка ҫухи ҫинче тата ҫурӑмӗ ҫинче те юн юхнӑ йӗр пур. Эпӗ пӗр начар хупах тӗлне пӗлетӗп, унта пире пакӑҫ апат парӗҫ, эпир вара хавас пулӑпӑр. Анчах колхоз тыррине вут тивертме, Степан, ман алӑ ҫӗкленес ҫук! Хӑй вӑл, пӗр виҫе талӑк ҫывӑрманскер, сассине ҫухатнӑскер, анчах савӑнӑҫлӑскер, яланхи пекех пӗр-пӗр дивизи командирӗн е полк командирӗн «ӗнси ҫинче» ларать пулӗ; вӑл ӑна тепӗр сехетренех ротӑсене ҫитсе сарӑлакан анекдотсем кала-кала, каҫхине корпус тӑрӑх приказпа салатма кирлӗ сӑнавсемпе хӑй мӗн курнисене пӗчӗк кӗнеке ҫине ҫырса пырать. Е, ӗлӗкрех, Яссы патӗнче пулнӑ пек, пысӑк та ытлашши уҫӑмлах мар операцин хӑрушӑ самантӗнче пӗр-пӗр дивизи командирне вӑл ҫапла калать: — Ну, хаклӑ Антон Степанович, тӑванӑм, эсӗ полка куҫ, эпӗ ӗлӗкхи пек сан дивизипе ӗҫлем, иксӗмӗр аҫа-ҫиҫӗм ҫиҫтерсе илер-ха пӗрре. Вара вӑл ҫав дивизипе тӑшман оборонине татса кӗмелли пӗрремӗш хушӑка уҫать. Павлуш: «Зерка! Чуптар эрех илме! — Унӑн пуҫ шӑммийӗшӗн пилӗкҫӗр доллар вырӑнне пин тӳлес пулсан, эпӗ тата хытӑрах шанса тӑрӑттӑм. Олеся куҫӗсем ялтӑртатса илчӗҫ те Мануйлиха пичӗ ҫинче тӳп-тӳррӗн чарӑнчӗҫ. Анчах та эпир, 79°35-мӗш широтара тӑнӑ чухне 86-мӗшпе 87-мӗш меридиансем хушшинче, Гринвичран тухӑҫалла, кӗмӗл пекрех пайӑрка асӑрхарӑмӑр, вӑл, кӑштах мӑкӑрӑлчӑкскер, горизонт пуҫланнӑ ҫӗртенех курӑнать. Ҫук, пирӗн ҫинчен, телейсӗр армеутсем, ҫар пехоти, вырӑссен мухтавлӑ та хастар войскин ҫак тӗп йӗтри пирки шухӑшлӑр эсир. Мӗн тумалла пулнӑ-ха ун? Килӗнче вӑл виҫӗ талӑк хушши сӑмакунпа чунне йӑпатрӗ, ӳсӗрпе макӑрса супрӗ, иккӗмӗш каҫхине Евдокия каштаран ҫакӑнса вилнӗ лупасне ҫунтарса ячӗ, тӑваттӑмӗш талӑкӗнче вара, тӑртанса, хӑрушланса кайнӑскер, шӑппӑн амӑшӗпе сывпуллашрӗ, амӑшӗ, унӑн пуҫне хӑйӗн кӑкри ҫумне тытса чӑмӑртанӑ чухне, ывӑлӗн сарӑ ҫӳҫ пайӑркисенче кӑлкан пек кӑвак ҫӳҫ пӗрчисем пуррине асӑрхаса илчӗ. — Xулара — тӑватӑ еврей, аптекарьсӗр пуҫне вӗсем пурте чухӑн. Куҫкӗски ҫине юлашки хут пӑхса илсен, вӑл хӑй чӑнах та илемлӗ иккенне, унӑн илемлӗ сухӑрлӑ яхтӑн таса илемӗ евӗррине ӗненме пултарнӑ. Ҫак кӑмӑллӑ шанӑҫ унӑн пӑшӑрханӑвне, унӑн шӑртланӑвне пӑртак лӑплантарнӑ, вара вӑл хӑйӗн хакне лайӑх пӗлекен пуян хӗрӗн ятуллӑ уттипе апат пӳлӗмне утса тухнӑ. Ашшӗпе Смолин паҫӑрах ҫитсе ларнӑ. Андрей сержант ҫине халиччен нихҫан та пӑхман пек пӑхса илчӗ те кӑштах малалла туртӑннӑ пек пулчӗ: — Хӑҫанччен? Акӑ вӑл килӗ те Любовьран ҫапла ыйтӗ: — Мӗнле, ху юратса, ху ирӗкӳпе каятӑн-и? — тейӗ. Актив пуххинче Павел сӑмах каларӗ, анчах вӑл ҫавӑн пек пысӑк пухусенче хӑй юлашки хут тухса калани ҫинчен пӗлеймерӗ. Ҫапла каланӑ та, хайхискер, хӑйӗн тирӗкӗнчи пӑтта Щукарь мучи ҫине вӑркӑнтара панӑ! Асту, кӑвакарчӑнӑм; хуйхӑ пулнӑ, хуйхӑ пӗтрӗ — асра та ҫук, турӑ каҫартӑр! Вӑл, уткаласа ҫӳресе, турине кӑларчӗ, мӑйӑхне, унтан куҫхаршине, унтан каллех мӑйӑхне турарӗ. — Ӗҫлеме ан кансӗрлӗр мана! — кӑшкӑрать хуҫа, мекӗрленнипе шуралса кайса. Аванрах картинисене вӑл курӑнакан вырӑна лартса тухрӗ, начартараххисене кӗтессе пӑрахрӗ, вара тӑтӑшах тӗкӗрсем ҫине пӑхкаласа чаплӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳрерӗ. Яланах ҫӗҫӗпе чаваҫҫӗ, ҫитменнине тата, ҫӗре мар, — асту ҫакна, — унта вӗсен яланах чуллӑ ту пулать. — Кӗркунне туя пыратӑн-и? — ыйтрӗ кӑмӑлӗ ҫемҫелнӗ Давыдов. — Эпир хӑрушлӑх ҫине каятпӑр. Анчах, эпир хамӑр умра пулас хӑрушлӑхсем ҫинчен шута илместпӗр тесе шутланипе эсир йӑнӑшатӑр. Давыдов ним ӑнланмасӑр пӑхнине асӑрхасан вара хӑй ҫинчен мар, темле урӑх ҫын ҫинчен каланӑ пек:— Тӗрлӗрен ухмахла постановленисем кӑлараҫҫӗ! — Ӗҫӳсем ӑнӑҫлӑ пулса пынӑшӑн кураймаҫҫӗ вӗсем сана. Эпир, хӗрарӑмсем, ӑнӑҫлӑхшӑн юрататпӑр, анчах сирӗншӗн, арҫынсемшӗн, тепӗр ҫыннӑн ӑнӑҫлӑхӗ — куҫа шур илнӗ пекех туйӑнать. Хӗвел тухаспа сунарҫӑн каллех, хӗвел аннӑ чухнехи пекех, хӑйӗн сӑнав вырӑнне улӑштармалла пулнӑ. Вӑл кирлӗ-кирлӗ мар япаласене усрама юратман, анчах ҫапах та хӑш-пӗрисене асӑнмалӑх хӑварнӑ. Ӗненмерӗ вӑл. — Хӑвӑр мӗн тума тытӑннине палӑртрӑр. Шӑллӑм салтакран тавӑрӑнчӗ те давай пиччепе тавлашма, судлашма тытӑнчӗ, вара — ӑна пуҫӗнчен шалчапа яра панӑ. — Паян калатӑп эпӗ ӑна, чӑнласах та калатӑп, — терӗ малалла Назарка. Вӑл хӑй мӗнле ҫемьерен тухнине аса илессинчен питӗ вӑтаннӑ, халь Базаров кӗтмен ҫӗртен тӗллесе кӑтартнӑшӑн мухтанма та, кӳренме те пӗлмен. Пӗр сас-чӗвӗ те пулмарӗ. Ӑна унӑн пӗр ухмаха ернӗ инкӗшӗ аса килчӗ; вӑл яланах ташланӑ май ҫапла юрлатчӗ: Подпоручик! Большевиксен ури айӗнчи ҫӗре тӑпӑлтарса туртса илес пулать. Мур илесшӗ, унра темле тӗлӗнмелле вӑй пур… Мӗн тумаллаччӗ-ха манӑн? Ҫав хушӑрах, сайра хушӑра ҫӗршыв ячӗсене хушса хунӑ сӑмахран: «Каракаса хирӗҫ» тенӗ е ахалех широтапа долготана ҫеҫ паллӑ тунӑ, сӑмахран: «62° 17' 20'', 19° 2' 40''» тени пур. Астӑватӑп, уйӑх ҫутататчӗ — кашни тӗм икҫӗр метртан та курӑнать. — Кил, шепталкӑсем парӑп, — терӗ карчӑк. Апатланнӑ хыҫҫӑн, столовӑй пушанса юлсан, ҫак каҫ та пӗтӗм общество, гостинӑя пухӑнас вырӑнне, ҫурт ҫийӗ ҫине пухӑнса ларнӑ. Анчах йӗркелӗх-тирпейлӗхшӗн ача ҫуратмалла мар тейӗр-ха — унта вара пӗтрӗ, мӗн кӑна кӑшкӑрма пуҫламӗҫ: пӗр теҫетке, тепӗр теҫетке ҫын сыснана тухас мар тесе тӑрӑшнишӗн этем йӑхӗ пӗтме пултарӗ ҫав. Ҫиҫӗм ҫиҫнӗ вӑхӑтра ҫул ҫинче сасартӑк пӗр вӑрӑм мӗлкӗ курӑнса кайрӗ. — Мӗн тавай, мӗн тавай?.. Эпӗ мӗн ҫинчен каланине пит лайӑх ӑнланатӑн эсӗ. Джемма Санина аллинчен ярса тытрӗ, ӑна хӑй аллине лӑпкӑн парса, Клюбера тӳрех питӗнчен пӑхса илчӗ. — Эпӗ сирӗн валли кофе вӗретрӗм, — терӗ Джемма лампӑна сӗтел ҫине лартса. Пире курсан, атте:— Тӑхтӑр-ха, халех, — терӗ кӑна. Вара, пиртен хӑшӗ те пулин алӑка хуптӑр тесе, пуҫне ун еннелле сулса кӑтартрӗ. Эсир каланӑ пек пулма пултараймасть. Мишель Флешар пурнӑҫӗ Тельмарш шухӑшланинчен те хӑрушӑрах иккен. Выҫӑпа, шӑршлӑ сывлӑшпа тата тарӑхнипе унӑн пичӗ ырханланса кайнӑ, ӑна чир сӑнӗ ҫапнӑ. — Сан ҫине пӑхатӑп та, темле, айвантарах пек туйӑнатӑн эсӗ… Ҫак «ӳкерчӗксен галерейин» мулне тата кил-йыша кӑтартакан икӗ фотографи илем кӳрет, «галерейне» ӗнтӗ «музей» тенӗ пулсан, тӗрӗсрехчӗ пуль, унта ӳкерчӗксем кӑна мар, антиквар япали — сехет те пур-ҫке-ха. Хӑнасенчен пӗри, Соколов тухтӑр, Маркон килти лекӗрӗ-ха, вӑл чирлӗ Асене пӑхма килнӗ те кӑштах сӑмахлас кӑмӑлне уҫрӗ. — «Зет» квадратра мӗнле тата? Эпӗ шӑпах ларӑп. Ҫапла пӗр самант шухӑшласа тӑчӗ те, каллех пӗшкӗнсе суккӑра тем пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ. Нумаях пулмасть юлашкинчен парти райкомӗн секретарӗ Трофимов та тухса кайрӗ, халь акӑ Корчагин пӗчченех тӑрса юлчӗ. Сана ӗнтӗ, — терӗ вӑл малалла, Левко еннелле ҫаврӑнса пӑхса, — комиссар хушнипе (тӗлӗнетӗп, мӗнле ҫитнӗ-тӗр ку хыпар ун патне) авлантарӑп; анчах малтан эп сана саламат тутантарса пӑхтарӑп! — Тӗрлӗрен пулать, — терӗ Полозов. Анчах аппӑшӗ те ним те пӗлмест. Оленин хӑйне каллех, куҫа курӑнман ним сӑлтавсӑрах, питех те телейлӗ пек туйрӗ. Старик кулса илчӗ. Вайман савӑнса кайнӑ: — Тавтапуҫ сире, Леденев юлташ! Унӑн лайӑх апачӗсенчен пӗри — юр кайнӑ вырӑнсенчен пуҫтарнӑ кӗтмел ҫулҫисене ярса вӗретнӗ «чей» пулнӑ. Вара мана Яков кӑмӑлсӑр пулса ҫиленнӗ пекех каларӗ: — Ҫук, эсӗ выляма пултараймастӑн, ытлашши хӗрӳллӗ — часах ваткӑллӑ сӑкмана, аттуна кӑларса пӑрахатӑн! Кимӗсене ҫыранти сулӑсем патӗнче сутаҫҫӗ. — Эпӗ те ыйтатӑп… — тавӑрчӗ Николай Петрович пуҫне тайса. — Хальхи вӑхӑтри хӗрарӑмсене пӗлме ҫук. Июлӗн 8-мӗшӗнче вӑл тепӗр хут Дилоло кӳлли хӗррине пырса тухнӑ, ҫӗнӗрен Шинте ҫӗршывне курнӑ, Замбези шывӗн юхӑмӗпе аялалла аннӑ та Линьянтине таврӑннӑ, 1855 ҫулхи ноябрӗн З-мӗшӗнче кунтан вӑл ҫӗнӗрен ҫула тухнӑ. Анчах та пире, Петькӑпа иксӗмӗре, хамӑр килхушшинчи ачасене пурне те, укҫа мар, урӑххи тӗлӗнтерчӗ! — Пӗлетӗр-и, Тимирязев ытла та лайӑх сӑмахсем каланӑ: пӗр пучах ӳснӗ ҫӗрте кам икӗ пучах ӳстерет, ӑна мухтав, — ҫаплаччӗ пулас, эпӗ маннӑ ӗнтӗ. Княҫ хӗрӗ чирленӗшӗн хӗпӗртерӗм те эпӗ: вӗсем ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ пулӗччӗҫ. — Юрӗ, тусӑм, эсӗ лайӑхрах пӗлме кирлӗ, эпӗ сан хыҫҫӑн пырӑп. Вӑл Базарова шаннӑ кӑна мар, унтан хӑраман ҫеҫ те мар, вӑл хӑйне ун умӗнче Николай Петрович умӗнче тытнинчен те ирӗклӗрех, чарусӑртарах тыткаланӑ. — Сана та кураймастӑп. Ҫак самантра, вӑл ан хуйхӑртӑрччӗ тесе, пӗр шутласа тӑмасӑр хамӑн пурнӑҫӑма пама та хатӗрччӗ пулас эпӗ. Вӑл, «Дункан» экипажӗн телейсӗр шӑпи ҫинчен шухӑшласа, хӑйне тивекен хуйӑх ҫинчен манса пычӗ. Унӑн показанийӗ хыҫҫӑн судра инцидент пулса иртнӗ. Ҫӗрле Павел Петрович чылаях аптраса ӳкнӗ. Вӑл ирчченех асапланнӑ, анчах Базаров искусствипе усӑ курма килӗшмен. Тепӗр кунне ӑна курсан: — «мӗншӗн мана чӗнме ямарӑр?» — тесе ыйтсан, вӑл, пӗтӗмпех кӑвакарнӑскер, анчах та лайӑх тураса якалнӑскер тата хырӑннӑскер: «эсир хӑвӑрах медицинӑна ӗненместӗп тесеттӗр мар-и?» — тесе тавӑрнӑ. — Ку леш, хайхи вӗт! — терӗ вӑл. — Эпӗ сире ҫул ҫӳревре мӗн курни-тупни пирки ҫырнӑ кашни йӗркешӗн вунӑ доллар сӗнетӗп. Лантенак тунӑ тискер ӗҫсене халӗ ӗнтӗ хӑйӗн пурнӑҫне те шеллемесӗр тунӑ ӗҫпе пӗтӗмпех каҫарттарчӗ. Вӑл ҫав тери хӑраса шухӑшларӗ: Анюта ун ҫине мӗнле пӑхӗ-ши? — Мӗн тӑхӑнса ҫӳреҫҫӗ?.. Хӑвӑр кӑшт кӑна хитререх пулнӑ пулсан, эпӗ сире телейлӗ пурӑнӑҫ тупса параттӑм! Озеров вара тӑруках салтак ушкӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ. «Рихтгофен» — вӑл, тӑванӑм, питӗ усал япала, унта ҫав тери хаяр, тискер кайӑксем; эсӗ ҫӑварна уҫма та ӗлкӗреймен-ха, анчах та вӗсен шӑлӗсем ҫинче нӑтӑртататӑн… — терӗ ӑна Мересьев. Анчах ҫак Б. уезд хулинчи пурнӑҫ кавалери полкӗ тӑма пуҫланӑранпа тӗпренех улшӑнчӗ. Чул куписем хыҫӗнчен хӑвалакансем черетпе сике-сике тухнӑ. Юлашкинчен, сурчӑкне темиҫе хутчен ҫӑтса вӑл калаҫма пуҫларӗ. Анчах пичӗ ҫинче малтанхи пекех сапаланса шухӑшлани курӑнать. — Ан мухтанӑр, тухтӑр юлташ, савнӑ ҫыннӑм, выртӑр. Петр чӗлхи ҫине ӳпкелешӳ сӑмахӗсем хӑйсем тӗллӗнех килсе пычӗҫ; унӑн тавлашас, шӑллӗне кӑшкӑрса пӑрахас та килчӗ, вара, ывӑлӗ ҫинчен шухӑшласа, вӑл ҫилӗллӗ сасӑпа:— Пӑшӑрханӑва этем хӑй шырать, хӑй нуша тупасшӑн! — Мӗнле айван этем! — терӗ Риккардо, хӑнасем патне таврӑнса. — Мӗншӗн-ха вӑл балаганти мыскараҫӑсене ҫав тери хытӑ юратать? Ахӑрнех ӑна ҫак ята пӑшалпа маттур пеме пӗлнӗрен панӑ пуль. Сывлӑш кӑштах уҫӑлчӗ. Ҫитменнине тата сирӗн уттӑрта темле тимлӗх, темле кӑмӑла хускатакан япала пур. Лена кӑтартса панисем тӗрӗс пулнипе Воропаев кулса илчӗ. Акӑ сана валли асӑнмалӑх тӑватӑ йӗрке: Русь анне ялавӗпеКапитанпа ҫула тухатпӑр. Унӑн хитре карапӗпеҪӗпӗр тавра мӑн ҫул хыватпӑр. Кам чухӑн ҫыншӑн нумайрах ӑшталанать? Ҫуркунне мана Давыдов чӗнсе илет те ҫапла калать: «Мучи, кладовщикрен икӗ михӗ сӗлӗ те хӑвна валли апат ҫыртарса ил, вара ӑйӑрсемпе тӳрех Тип ҫырма вӗҫне вӗҫтер. Суялӑх, пусмӑр, тӗрӗсмарлӑх картинӗсене вӑл яланах епле ӑнланмалла тата вӑйлӑ ӳкерсе кӑтартатчӗ. — Апла пулсан, качча та каятӑн, — йӗкӗлтешрӗм эпӗ. Ҫамрӑксем кӗсменсене ярса тытрӗҫ, анчах вӗсенчен пӗр Инсаров кӑна авӑсма пултарать. Хӗвел ҫути куҫне ан йӑмӑхтартӑр тесе, аллипе хупласа, инҫетелле тинкерсе пӑхать, кулкаласа илет те ҫавӑнтах хӑй тӗллӗн калаҫа пуҫлать, ҫав вӑхӑтрах юрласа та ярать. Чӑнах ҫапла иккен! — Ку мӗн япала вара? — тискеррӗн ыйтнӑ вӑл Щукарьтен, пиҫсе ирӗлсех кайнӑ пӗр шап-шурӑ какай татӑккине пӳрни вӗҫӗсемпе ҫӳлелле ҫӗклесе. Ахалех мар ҫав Марьяна станиципе чи маттурри шутланать. Хӑлатсем сывлӑшра сарлака ункӑсем туса илеҫҫӗ е спираль туса явӑнса ҫӳреҫҫӗ. Пит меллӗ капла, вӗри те мар. Вӑл тӑнӑ та столовӑйран тухса кайнӑ. Амӑшӗ те ӑна пӑхса илчӗ, унтан, вырӑн ҫинчен тӑрса, тумланнӑ май ҫапла каларӗ: — Ӑна та юрататӑп, ку та хаклӑ пулсан, пуриншӗн те хӑрушӑ, кашнинех шел, пурте чӗререн тӗртсех тӑраҫҫӗ пулсан, епле-ха аяккалла пӑрӑнса юлӑн?.. Каторжник Грант капитан ӑҫтине пӗлмесен те «Британи» ӑҫта ҫӗмӗрӗлнӗ вырӑна пӗлетех ӗнтӗ. Кун пирки пӗри те иккӗленсе тӑмаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшсем тата ҫав каналсене нӳрӗ тӑпра ҫинче ҫӑра ӳсентӑрансем витӗннӗ йӗрсем тесе шутлаҫҫӗ. Чи малтан ҫакна пӗлсе тӑрар: эсир хупӑрласа илнӗ башньӑна хупӑнса лариччен малтан вӑрҫӑ ӗҫӗсене ертсе пыма монсиньор хӑйӗн ултӑ помощникне хушса пачӗ. Тӗсне ҫухатнӑ, ватӑлла тӗксӗм, хаяр куҫӗсем унӑн шӑтарасла тӳп-тӳррӗн тӑрӑнни, гипноз тӑвать тейӗн, салтаксене вырӑнтах хытара-хытара лартнӑ, лешсем вара, хӑранӑран, ун ҫине пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, аран ҫех сывласа, пач мӑчлатмасӑр пӑхнӑ. Турӑшӑн та, ахаль эпӗ улӑштарас та ҫук! Ӑҫтан пӗлен, тен май килсен, вӑхӑтра ҫитетпӗр те ҫав инкекрен хӑтӑлса юлатпӑр! Кукамай пыратчӗ, эпӗ пит хавхаланса ӑна Королева Марго ҫинчен каласа кӑтартаттӑм, — кукамай тутлӑн тапак шӑршлакаласа, хытӑ ӗненмелле калатчӗ: — Ну, ну, вӑт аван! Ас ту, хӗрӗмҫӗм, пӗре-пӗре йӑмӑкна ан хӗнеччӗр вӗсем. — Ах, хӑваласа ярӑр вӗсене, часрах хӑваласа ярӑр! Эпир ӗнтӗ хамӑр та ҫӗре шуратмасӑр хӑвармӑпӑр. — Хӑвӑр кам? Ҫӑлтӑр сапса тухнӑ пӗр хура пӑнчӑсӑр, пӗр пӗлӗтсӗр шуранка симӗс тӳпене пӑхсассӑн, сывлӑш мӗншӗн варкӑшманнине, ҫутҫанталӑк мӗншӗн хускалма хӑраса асӑрхануллӑ пулнине ӑнланса илетӗн: ӑна пурнӑҫӑн пӗр питӗ-питӗ кӗске самантне те ҫухатма шел иккен, ҫавӑншӑн вӑл чӑтма ҫук сехӗрленет, хӑрать. — Анчах кунта Ситников чарӑнчӗ. Сасартӑк куҫсем умӗнче пурте тӗссӗрленсе кайрӗ. — Мӗн? — ыйтрӗ Никита, кӑштах хӑраса, — ҫак ҫынтан вӑл яланах чуна тарӑхтаракан, хӑрушӑ сӑмахсем кӗтнӗ. Сӑрт ҫинче ӑна ҫулса пуҫтарнӑ, ҫӗмелсем туса лартнӑ, аялта ҫулаҫҫӗ кӑна-ха… Крэнкбиле суд ҫуртӗнчи вӑрӑм та тӗттӗм коридорсем тӑрӑх илсе кайнӑ. Ҫак вӑхӑтра ун кама та пулин хӑйне шеллеттерес килнӗ. — Халӗ сирӗн ачана апатлантарсан та юрать пулӗ ӗнтӗ? — ыйтрӗ Джемма кулкаласа. Анчах пӑч-пӑч чӑпар кӗсре мӗнле-ши? Вӑл пӗр самантрах ӗҫсе ӳсӗрӗлчӗ те хӑй яланах, 1914 ҫулхи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех, авиатор пулма шутлани ҫинчен мана каласа пачӗ. — Ыранччен-и? Ҫӑмӑл урапа ҫинче эпир ларас вырӑна тем ҫӳлӗш купаласа тултарнӑ, ӗнер ҫаксене епле вырнаҫтарнине, халӗ ӗнтӗ хамӑрӑн ӑҫта ларассине ниепле те ӑнланаймастпӑр; шӗшкӗрен тунӑ виҫ кӗтеслӗ хупӑлчаллӑ чей ещӗкне пирӗн пата ҫӑмӑл урапа ҫине параҫҫӗ те ман ая лартаҫҫӗ, ҫака мана хытах тарӑхтарать. — Халӗ тасал кунтан. Хӑвна ыран тата хӗнеттерес килет пулсан, кайса мӑнаккана элеклесе пар. Ӑҫта — чунӗ? Пур енче те чуна ҫӳҫентерекен шӑплӑх тӑрать. Ҫак пӗтӗм кӗтӳ тӳрех вӗсем патне пырса кӗресшӗн-ҫке… Любишкин ман пата чупса пычӗ, Банник сан ҫинчен милицие каласа пама кайрӗ, тесе пӗлтерчӗ. Эпӗ сведенисем пухман, анчах вуншар тӗслӗх пӗлетӗп — вӗсен шучӗ те ҫук, — вӗсем, ҫуратаймастӑн тесе, е амӑш ӑшӗнчи ачана вӗлереҫҫӗ (амӑшӗ кайран чип-чиперех ҫуратать-ха), е амӑшне хӑйне темле операцисем туса вӗлереҫҫӗ. — Ҫав тери лайӑх юрларӑн эсӗ, пике! Хӑрамалли вара пулнах; кунта юншӑн антӑхакан утлав текен индеецсемпе судран пӑрӑннӑ вӑрӑ-хурахсем, правительство чарнине пӑхмасӑрах вӑрмансене касса пӗтерекен колонистсем, вилӗм таканӗ айӗнчен тарнӑ тӗрлӗрен авантюристсем нумай пулнӑ, ҫак штатӑн хӗвеланӑҫ пайӗ халӗ те-ха хӗрлӗ ӳтлисемпе буйвол тытакан сунарҫӑсен хушшинчи тискер ҫапӑҫусем пулнипе, хӑрушӑ Линч сучӗпе палӑрса тӑрать. Вутӑ тиеме вӑрмана кайрӗ-ши, е лашисене хырчӑклать-ши, е ӑна улпут ӑҫта та пулин, пӗвене вакӑ касма ячӗ-ши? Вӑл — шыва кайнӑскер… Хӑйӗн хуҫине ҫав тери кӑмӑлтан пӑхӑнса тӑракан тарҫӑран эпӗ урӑх нимӗн кӗтме те пултарайман. Чӑннипе каласан, вӑл халь те ача-ха, — терӗ амӑшӗ, ҫавӑнтах ун хутне кӗрсе. — Кам мӗнле пултарать, ҫапла тарчӗҫ… Осоавиахим мандачӗпе тӗлӗнмелле ырӑ мандатпа (унпа эпир стена ҫинчен самолетӑн кирек хӑш пайне те тытса илме пултаратпӑр), эпир Ленинградри пӗтӗм хӗрлӗ кӗтессене ҫитсе куратпӑр. Вӑл тесе, ман сирӗн пата куҫмалла мар-ҫке, эп мар уншӑн, вӑл — маншӑн. Астӑватӑн-и ҫав ята? Ку хутлӑх тискер те ҫынсӑр. — Кам кансӗрлеме пултарӗ сама? Диц та пулин пуш кӗленчесемпе, жонглер пек, самаях меллӗн хӑтланкаласа илчӗ. — Акӑ кам килчӗ! — Ах, йӗрӗнчӗк! Тимур ҫакна лӑпкӑн ҫеҫ каласа пачӗ, анчах Женьӑн, каҫӗ ӑшӑ е пӑчӑрах пулин те, пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗ ҫӳҫенсе илчӗ. Халь ӗнтӗ, ҫӑлӑнма май килсен те, тӗлӗнмелли нимех те пулмасть пуль, тесе хучӗ майор. — Сасартӑк вӑл — ҫиҫӗм пек, тигр пек:«Morro!.. та vendicato!.. — «Е тата акӑ, вӑл… Унӑн пит ҫӑмартисем тӑрӑх куҫҫуль юхать, — Алеша уншӑн ҫав тери хаклӑ, Маша унӑн канӑҫсӑр чӗришӗн ҫав тери тунсӑхлать. Тӗрмене те сирӗнех каяс пулать… Аслатиллӗ ҫумӑртан чатӑра кӗрсе пытаннӑ-ши е лагерь пушӑ-и? Епле вара вӑл ҫавӑн пек шуйттанла сюрприз хатӗрлеме пултарнӑ-ши?… — Айванлӑхне пӗлетӗп те-ха, — ответлерӗ Аркадий. — Мӗн инкекӗ вара? Пирӗн пеккисене шӑпах Аннушкӑсем кирлӗ. Эпӗ, эсир католик иккенне пӗлетӗп. Ҫылӑх каҫарттарнӑ чухне мӗн те пулин каламан-и эсир? — терӗ. Горева хваттерне кӑмӑлсӑррӑн таврӑнчӗ. Ҫак Европа ҫинчен мӗнле кӑна ӗмӗтленменччӗ пулӗ вӑл! Галилей хӑйӗн начар кӑтартакан труби витӗр ахаль куҫпа виҫӗ ҫӑлтӑр курӑнакан вырӑна пӑхнӑ та, труба ӑна ҫирӗм ҫӑлтӑр ытла кӑтартнӑ. Любовь, кашӑкне айӑккалла пӑрахнӑ та, кӑштах йӗрсе ямасӑр:— Мӗншӗн кӳрентермелле-ха, атте! — тесе хунӑ. Кунта сӗтеклӗ пӗр тымар тӗл пулать, анчах, тӗрӗссипе каласан, ҫав тымар сайра ҫӗрте ҫитӗнет. Кимӗ вӗҫӗнче тӑракан лазутчик, кӗсмене пӗр енчен тепӗр енне куҫарса, ҫӑмӑллӑн ишнӗ май пӗр чарӑнмасӑр калаҫрӗ. — Питех те аван, — терӗ капитан Бьярне, — хӗвелтухӑҫӗпе кӑнтӑр енчен вӗрет. Карапсем пурте — арсеналта. Ҫапла вӗт? Шу-уйттан! Пӗлӗт таҫта кайса пытанчӗ, хӗвелпе пиҫсе сарӑхнӑ сӑртлӑхсем тӗксӗмленсе ларчӗҫ, сывлӑш каллех шӑрӑха пӑхӑнса хытрӗ, пӗртен-пӗр текерлӗксем кӑна, шуйханнӑскерсем, таҫта хайсен шӑпишӗн ӳкӗнсе йӗчӗҫ… Чӑнкӑ мар сӑрт айккипе эпир ту шӑтӑкӗ патне хӑпартӑмӑр. Унтан тӑруках майор хӑйӗн тарелкине хыттӑн тӗксе, аяккалла сиктерсе лартрӗ, тарелкӑри яшка юлашки те скатерть ҫине сирпӗнчӗ. Кунта вӑл Медынская ҫинчен аса илнӗ, чӗри ун хуйхӑпа ыратса кайнӑ. — Ҫулӑм! — терӗ те ун хыҫҫӑн Муани-Лунга ҫунакан хӑййа хурана чикрӗ. — Сирӗн сиятельствӑ, каҫарӑр, таса мар пирӗн кунта! — халь ӗнтӗ Кузьмичова та, Христофор аттене те асӑрхамасӑр, асаплӑн та пылаккӑн кулкаласа ахлатать Мойсей Мойсеич, хӑй ҫаплах, ӳксе саланса каясшӑн мар пулса, унталла-кунталла сулланкалать. Юлашкинчен вӗсем ҫакӑн пек ҫӗре пырса тухнӑ: пӗр пӗчӗк юханшыв, чул сӑрт тӗми урлӑ юхса тӑрса, хӑйпе пӗрле известь ҫисе юхтара-юхтара кайса, нумай ҫӗр ҫул хушшинче васкамасӑр иртекен, ӗмӗр-ӗмӗрех ҫутӑ тӑракан чултан кӑтра та шӑтӑклаллӑ Ниагара туса хунӑ. — Яр, тетӗп! Кузьмичов та, ахӑртнех, графиня ҫинченех шухӑшласа пычӗ пулмалла, мӗншӗн тесен кӳме пӗр-икӗ ҫухрӑм пек кайсан, вӑл ҫапла каласа хучӗ: — Ҫав Казимир Михайлович питӗ вӑйлӑ ҫаратать вара графиньӑна! — Мӗн тетӗр эсир? Эсир вулкана ҫул уҫса парасшӑн-и! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Джон Мангльс. Кукаҫуна час-час куркалатӑн-и? Акӑ эпе халь, ҫамрӑк та, пурне те тума пултаратӑп — каятӑп та, илсе те килетӗп, никама та тархасламалла мар… Эсир ӗненетӗр-и? — вӑрттӑн вӑшт пӑхса илчӗ вӑл ман ҫине. — Мӗне? Тӗрме кӗтессинчен виҫӗ надзиратель чупса тухрӗҫ, вӗсем пӗр-пӗринпе юнашар чупса, пурте сылтӑм аллисене малалла тӑсса пычӗҫ. Авлану тӗшмӗшлӗх е сиенлӗ ӗҫ, ҫынсем пӗр пек е тӗрлӗрен ҫурални ҫинчен, индивидуальность мӗн иккенни ҫинчен нумайччен сӳтсе яврӗҫ. — Пыма хушсан, пыратӑп, — тавӑрчӗ майор. Малтан горючи аялти секцире хыпса ҫунать те ракета ҫӳлелле питех пысӑк мар хӑвӑртлӑхпа вӗҫсе хӑпарать. 10) Малалла ҫав 48-мӗш статья ҫумнех тӳрлетӳ пур. Ҫук… — тавӑрчӗ Дик Сэнд. — Малтан вара мӗн туса пурӑннӑ? Шур илни те мар-ха вӑл, хытса ларни ҫеҫ! Чӑнах та, кам-ха эс? Людмилӑна та пӗрле илсе кайма пулатчӗ, — эпӗ ӑна пӗчӗк урапа ҫине лартса турттарса ҫӳрӗттӗм… — Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? Вӑл вӗсене хирӗҫ ҫырать, хӑйне канӑҫра хӑварма ыйтать, хӑй хуйхӑ кӑтартнӑшӑн хӗрхенет, хӑйне юратма пӑрахмашкӑн вӗсене турӑ пулӑштӑр тесе турра тархаслать. — Суд канашлама каять. Совет влаҫӗ ӗмӗр-ӗмӗр ӗнсе ҫинче ларӗ. Ҫӳлӗ те яштакаскер, тата сӑн-сӑпачӗ те унӑн ҫав тери простой витӗр курӑнаканскерччӗ… Следованный псалтирсем тата толковӑйсем, Ефрем Сирин кӗнекисем, Кириллӑн, Уставсем Часословсем — килӗр, пӑхӑр! — Ку, мӗн, кил-йышри мар-им? — терӗ ӑна хирӗҫ амӑшӗ. Унӑн ӑшӗнчен пӗр шурӑ хут листине кӑларса илсен, аллине кӑранташ тытрӗ те ҫырма хатӗрленсе тӑчӗ. — Эпӗ вилетӗп-ши, доктор? — тесе ыйтрӗ Том. — Акӑ ҫак хӗр, — тесе мӑкӑртатса илчӗ Ардальон, — стена ҫине тӑмсайла пӑхса. Темле колхозран типӗтнӗ панулмипе груша виҫӗ михӗ илсе килнӗ те, халӗ райкомра пурте иртен пуҫласа каҫченех ҫав типӗтнӗ пан-улмипе груша ярса вӗретнӗ шыва ӗҫеҫҫӗ. Нивушлӗ ман пирки ӑна та намӑс пулчӗ? Священник турӑран пулма пултарайман япала ыйтать: хулана ҫӑлма, ҫынсен хуҫӑлнӑ кӑмӑлне тӗреклетме, вӗсене тӳсӗм пама, ҫӗр ҫинчи инкексемшӗн ӳпкелешсе вӑйсӑррӑн макӑрса пурӑнма сӗнекен усал вӑя хӑваласа яма ыйтать. Ыран ӑна хулапа слобода валли илсе кайма пулать… Хунар ҫутин пайӑрки машинист патне час вӗҫсе ҫитет-ши? Вӑл чылай самайланнӑ, тӑна кӗме пуҫланӑ; регуляторсем ҫине тӑрсах часрах суд тутарасшӑн. Анчах тӑван ҫӗршыв пӑрахнипе нимсӗр тӑрса юлнӑ ҫынсен пурӑнӑҫне ҫӑлсан, ҫак телейпе мӗнле савӑнӑҫ танлашма пултарӗ. — Халлӗхе ҫапла ҫав, — терӗ географ. — Акӑлчансем хӑйсем те туземецсен тӗлӗнмелле паттӑрлӑхӗ ҫинчен пӗрре ҫеҫ мар каласа параҫҫӗ. Лашасем тӑпӑртатни илтӗнет! Вӑл та чӗнмен хӑнана шанман пекле пӑхнӑ. Ҫакӑн евӗр пулас пекех туйӑнать. Халӗ акӑ эсӗ пӗр-пӗччен тӑрса юлтӑн, вилсен те никам та асӑнмӗ. Колхоз ӗҫӗ ҫине эсир ҫапла пӑхасса кӗтмен эпӗ, шутламан, факт! Виҫ сехет тӗлнелле вӑл килсе ҫитет. Тетрадӗн малтанхи страници ҫине кукӑр-макӑр сӑмахсем ҫеҫ чӗркелесе ҫырнӑ. Вӗсене нимӗнле ӗҫ ҫукран е перона сӑнамалла ҫырнӑ евӗрлӗ туйӑнать. Ман ӑна кӑмӑлне каймалла япала тӑвас — ӑна кӗнеке парас килсе карӗ. — Иксӗмӗр уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн малтанхи вӑхӑтра сана йывӑр пулать, ох, мӗнле йывӑр… — Эпӗ халех… — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. Ӗмӗчӗсене ҫухатнӑ европеецсем капланса килсен, ҫакӑнти ҫӗрсем ҫинче ӗмӗртенпе пурӑннӑ ҫынсем, хӑйсен тахҫанхи аслашшӗсен тӑприсене пӑрахса, таҫта шалалла тарса кӗнӗ, ҫапла вара ҫӗршывра ҫирӗпленсе пыракан колонизаци ҫак ҫеҫке ҫурса ларакан вилӗм варӗсене выльӑх валли ҫаран туса хунӑ. «Ун пек тӑваҫҫӗ пулсан, каймалла, — терӗм эпӗ хама хам. Уйрӑлса каяс умӗн вӑл хӑнапа мӑнаҫлӑн пуҫ тайса сывпуллашрӗ те, каҫхи апатран юлнӑ апат-ҫимӗҫ ҫине кӑтартса, ҫапла каларӗ: — Каштансене хӑвӑрпа пӗрле илӗр: тен, кирлӗ пулӗҫ. Ҫапах та эпӗ ӑна санран шуса хӑтӑлма май паратӑп мӗн. Артур, чӑнах эсӗ-и ку? — Илья хӑй вӗреннипе ытла та мӑнкӑмӑлланса кайрӗ. Онбаши Маркона кирек хӑҫан та хисепленӗ, ун хутне кӗрсе вӑл ҫакӑн пек хушса хучӗ: — Сирӗн, Марко чорбаджи, ҫак киревсӗр ӗҫе хутшӑнмасан та юрать. Ун сарлакӑшӗ вунпилӗк футран кая мар пулнӑ, тарӑнӑшӗ унтан та ытларах пулнӑ тата вӑл мӗн куҫ ҫитнӗ таран икӗ еннелле те инҫете тӑсӑлса кайнӑ. — Тӗлӗнмелле вӗт? Вӑл хӑйне ҫапла хыпӑнса ӳкмесӗр тыткалани мана чылаях ҫӗклентерчӗ. Пиччӗшӗпе шӑллӗ пӗр хӗре юратса пӑрахнӑ, текен хыпара илтесси Володя кӑмӑлне килмессине пӗлсе, эпӗ ӑна хамӑн юрату ҫинчен каламарӑм. Ӑҫталла каятӑн? Давыдов ун ҫине шӑппӑн тӗлӗнсе пӑхрӗ, йӑл кулчӗ, хӑй куҫне хӑй те шанмасӑр пӑхрӗ. Оля ӑна пӑрахӗ. Тишкерсе, сӑнаса тӑмасан власть нумай ҫынна пӑсать. Сасартӑк ҫав ҫынсен мӗнле те пулин инкек сиксе тухнине, вӗсем унӑн умӗнче айӑплӑн кулянса тӑнине курас килнӗ унӑн. — Пӑхӑр-ха, — йӗрет! Остапа вӑл ҫапла кашни ялта асӑнтарать. Юлашкинчен Польша правительстви Тарас ӗҫӗсем ахаль йышши вӑрӑ-хурахла ӗҫсем ҫеҫ маррине курчӗ, хайхи Потоцкинех пилӗк полкпа кирек мӗнле пулсан та Тараса тытма хушрӗ. — Мускавран иртмеҫҫӗ пуль. Вӑл йӑлкӑшни «тӗпчев» кӑмӑла каяссине кӑшт ҫемҫетрӗ, Корчагин пӗр сехет хушши, хӑй ҫинчен ҫеҫ мар, хӑйӗн асламӑшӗн амӑшӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Пухӑвӗ хӑҫан пулать вара? Давыдов кӑштах хумханкаласа аллине плуг аври ҫине хучӗ, хӑй умӗнче плуг шӑрчӗ касса уйӑрнӑ тачка хура тӑпра сийӗ, тӗрен ҫинелле хӑпарса, тӗренӗн ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатакан ҫунатти тӑрӑх шӑвӑнса, ӗнтӗркенӗ мӑн пулӑ евӗр хӑяккӑн йӑвана-йӑвана ҫаврӑнса ӳксе юлнине пӑхса, плуг хыҫҫӑн утса кайрӗ. Хӑй ӑнланайманнине унран пытарас тесе, аслӑ Артамоновӗ хыттӑнах тӗпченӗ: — Ҫапах та, мӗн ҫинчен? Тӗттӗмре нимӗн те уйӑрса илме ҫук; ҫапах та эпӗ, сыхланас тесе, уҫӑлса ҫӳренӗ пек, пӳрт йӗри-тавра ҫаврӑнтӑм. Ӗлӗк ҫапла тунӑ та. Кралич шартах сиксе илчӗ, тияккӑн енне пӑхрӗ. Ҫакӑн шек хытӑ ыратнӑ вӑхӑтра кулни, шӳт туни — епле хӑрушӑ вӑл. Ҫыр: «Расписка». Пӳлӗмре пысӑк та илемсӗр кивӗ сӗтел ларнӑ, сӗтел хушшинчи тарӑн кресло ҫинче Маякин, чей ӗҫкелесе, «Московские ведомости» вулакаласа, кунӗ-кунӗпе ирттернӗ. Анна Сергеевна шӑппӑн тухрӗ. Эпир ҫакна пурне те майлаштарӑпӑр, тейӗпӗр, ӑна унта пытарӑпӑр; эпӗ сире каялла мӗнле илсе килӗп вара? Мускавра вӗсем темиҫе кун хушши пӗр учреждени архивӗн кладовойӗнче пурӑнчӗҫ, ҫав архивӑн пуҫлӑхӗ Корчагина клиникӑна вырнаҫтарма пулӑшрӗ. — Пулатӑп… Ҫав халал ҫинчен нумай калаҫаҫҫӗ, юрӑсем те хыврӗҫ ӗнтӗ. «Шӑппӑнрах эсӗ, аҫу чирлӗ, вилес пекех выртать; сана курса ал тытса уйрӑласшӑн вӑл» — тет хӑй. — Анчах вӗсем пӑрӑнма пӗлмеҫҫӗ, — терӗ вӑл, — ахаль пырасса — лайӑх пыраҫҫӗ. Вара трубапа сӑрнай тата тепӗр хут хире-хирӗҫ кӑшкӑрса илчӗҫ. Мазинӑн ҫӳлти тути хӗрринче икӗ йӗр хуралса тӑрать, пичӗ туллирех пулса кайнӑ, Самойлов ӗлӗкхи пекех кӑтра, Иван Гусев та ӗлӗкхи пекех кулкалать. Анчах та яланах хаваслӑн кулса юрлакан сестра пӑлханса кайнӑ лётчике ҫирӗппӗн те хаяррӑн аяккалла тӗксе пӑрчӗ: — Капитан юлташ, пӑрӑнӑр ӗнтӗ чирлӗ ҫын умӗнчен! Пӗчӗкҫеҫ те каҫӑр сӑмсаллӑ кулӑшла сестра — тулли кӗлеткеллӗ пулнӑ. Вӑл хӑй лейтенант пулнине пӑхмасӑрах, полкра ӑна пурте: Леночка, е медицина наукисен сестри, тесе чӗннӗ. Вӑл шыв сирпӗте-сирпӗте, тулхӑрса ҫӑвӑннипе Егорушка та манӑҫлӑхран тухса вӑранчӗ. — Сэр, эсир мана е ытлашши нумай, е ытлашши сахал каларӑр, — терӗ Сильвер. Чахоткӑлли те хуллен ҫапла каласа хунӑ: — Эсир юлӑр… Тарас ашшӗ ҫине хытӑ куҫпа пӑхса илнӗ те типпӗн:— Чимӗр-ха, эпӗ каторгӑра пулнине ӑҫтан туртса кӑларнӑ эсир? — тесе ыйтнӑ. Никита ӳсӗркелесе, тӑхлан пек куҫӗсемпе маччаналла пӑхса выртнӑ, нимӗн те чӗнмен; унӑн аллисем канӑҫсӑр пулса кайнӑ, вӑл тек-текех рясине турткаланӑ, ун ҫинчен темле куҫа курӑнман япаласене пуҫтарса илнӗ. — Хӗрӗх миле яхӑн, — терӗ Паганель. Вӗҫет те вӗҫет вӑхӑт анлӑшӗ. Ҫакнашкал вӑхӑтсенче, мӗн тума палӑртнине малтан тишкермесен, пурнӑҫӑн ертсе пыракан пӗртен-пӗр вӑйӗ вырӑнӗнче ӳт-пӳ инстинкчӗсем пулсан, ӑс кӗрсе ҫитмен тата тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем патне туртӑнакан ача, пӗртте иккӗленмесӗр, хӑрамасӑр, кула-кулах, хӑйсен пӳрчӗ ҫумӗнчех, унта шӑллӗсем, ашшӗпе амӑшӗ ҫывӑраҫҫӗ пулин те, кӑвайт хуни тата ӑна вӗре-вӗре чӗртни маншӑн ӑнланмалла. Вӑл «Дунканӑн» мӗнпур экипажне ыталаса илесшӗн. Эленпа Мэри Грант ҫав экипажӑн пӗр пайӗ пулса тӑраҫҫӗ тесе, сӑмахне вӗсенчен пуҫларӗ те, Ольбинетпа пӗтерчӗ. Буфетчик, унӑн тараватлӑ ҫупӑрлавне хирӗҫ ответлесе, пурне те илтӗнмелле:— Ирхи апат хатӗр! — терӗ. Ҫавнашкалах эпӗ тӑватӑ кӗсмен турӑм, ҫул ҫинче ҫиме кроликсемпе килти кайӑк-кӗшӗксен какайӗ хатӗрлерӗм, хампа пӗрле икӗ савӑт сӗт тата ӗҫмелли шыв тултарнӑ савӑтсем илтӗм. Вӑл тек садра тӑрмашрӗ, унта йывӑҫсем ҫинчи типӗ ҫулҫӑсене касрӗ, ҫумкурӑксене ҫумласа ҫӗр тӑрӑх тимӗр шапа пек упаленчӗ, хутланса, кӗлеткипе типсе пычӗ, ҫынсемпе хуллен, вӗсене питӗ кирлӗ вӑрттӑн япаласем ҫинчен каласа панӑ пек, калаҫрӗ. Ирсемпе каҫсенче пӑшалсене ҫӗнӗрен авӑрлас пулать. Ҫак мӗнпур япала, темӗнле, чӑн-чӑн пек курӑнмасть… — тенӗ арӑмӗ. Ун умӗнче Гаррис тӑрать. Ҫак хӑрушӑ ҫапӑҫу вӗсен куҫӗ умӗнчех пулса иртрӗ, вӗсем вара… путакан юлташӗсене ҫӑлма май тупаймарӗҫ! Катя мӗнле-ши тата? Куҫне хыттӑн хупса лартса, вӑл:— Пурте ӗҫеҫҫӗ… — терӗ. Старикӗн хӑйне килсе ҫакланнӑ инкеке тӳссе ирттерме хал ҫитеймен: вӑл ӗнер ҫамрӑк ултавҫӑ выртнӑ вырӑн ҫине тӑсӑлса выртнӑ. Ҫӗрлесенче вӑл час-часах нӑшӑкласа макӑрать, мана ҫывӑрать тесе шутлать пулас та. «Мӑнтарӑн Лизабечӗ, мӑнтарӑн Джонни! Ох, мӗн тери пысӑк хуйхӑ! Манӑн алсем чӗтрес ҫук пулсан, эпӗ хамах центра ҫырнӑ пулӑттӑм мӗн те пулин, тен, чиртеччӗ те-и, эпӗ пуҫа ватса асапланнӑшӑн власть мана мӗн те пулин панах пулӗччӗ. Мӗн шухӑш тытрӑн? Вӑл манӑн хӗр вуниккӗре чухне унӑн портретне турӗ. — Ку Флинт! — тесе кӑшкӑрса илчӗ Мерри. — Ну, эсӗ вара… ытла та хӗрхенмелли вырӑнсене хӑвӑнтан хушса каларӑн пулӗ? — тӗпчерӗ Нагульнов. Ӑна нумай каласа кӑтартма тиврӗ: Россия ҫинчен, вырӑс ҫанталӑкӗ, вырӑс обществи, вырӑс хресченӗ, уйрӑмах — вырӑс казакӗ ҫинчен; вуниккӗмӗш ҫулхи вӑрҫӑ, Петр Великий, Кремль, вырӑс юррисемпе чансем ҫинчен; икӗ хӗрарӑмӗ те пирӗн аякри тата тӗлӗнмелле ҫӗршыв ҫинчен питӗ сахал пӗлнӗ; — Тинех вуласа тухатпӑр иккен! — тесе пӗтӗм кӑкӑрпа туллин сывласа кӑшкӑрса ятӑм. Павел Петрович хӑйӗн шӑлне ҫӳллӗ те ырхан ҫынпа, йӑпӑлтатакан, чахоткӑллӑ саслӑ та чеен вылянакан куҫлӑ управляющипе калаҫнӑ ҫӗрте нумаях тӑмарӗ. Ҫак ирсӗр йытӑ ман ҫинчен ҫырнӑ пек туйӑнать. Эсӗ йӑнӑшатӑн, Кассий. — Пӗлместӗп ӑҫта тупнӑ эсир чӑтӑмсӑрлӑхпа хӗрӳлӗхе. Эпир пӗрин хыҫҫӑн теприне яракан питех те асӑрханса ҫырнӑ петицисенче мар-и тата? Ҫакна хитре сӑмах тесе ан шутлӑр — эп курнӑҫакан ҫын мар, каппайчӑк та мар, — ку вӑл пирӗншӗн пуриншӗн те хурлӑхлӑ чӑнлӑх. Пилле, турӑҫӑм!.. Хӗре ҫӗклесе тӑратрӗҫ. — Тавтапуҫ! — Дарья Гавриловна килте-и? — Эпӗ пӗтӗмпех каларӑм, — шӑппӑн тавӑрчӗ Майданников, вырӑнне ларса, хулпуҫҫине сивӗрен ҫӳҫеннӗ чухнехи пек сиктеркелесе. Ҫук, эпӗ унран хӑрамастӑп! Кам эпӗ ун чухне? Пуянлӑхран килекен капӑрлӑх кунта чиперлӗхпе ҫураҫӑнать, анчах ӑна актерӑн хивре сисӗмлӗхӗ ҫеҫ туйса илме пӗлет. — Аха! — терӗ вӑл: — Эсир апла иккен. Кӗлтуса пӗтерчӗҫ; вилнӗ ҫын пичӗ уҫӑ, залри мӗнпур ҫынсем, пирӗнсӗр пуҫне, пӗрин хыҫҫӑн тепри тупӑк патне пырса, чуптума тытӑнчӗҫ. Пӗлетӗн-и тата: эпӗ ун умӗнче пуриншӗн те парӑмлӑ. Том тытӑнкаласа, чӗтрекен тутапа:— Эпӗ сана пулӑшатӑп, — терӗ. Акӑ чартак. Кантрасем, карттӑ, михӗсем, ялавсем. — Ҫапла, усалпа тупа тӑватӑп, — ответлерӗ вӑл. — Эсӗ икӗ кунлӑха ыйтса кайрӑн вӗт, мӗншӗн капла час таврӑнтӑн? — кулкаласа ыйтрӗ Давыдов. Кӑнтӑрлахи сехетсенче ҫеҫенхирте ҫав тери тӳлек те канлӗ шӑплӑх тӑрать. «Ҫапла, — шухӑшларӗ Оленин, килне таврӑннӑ май, — манӑн хамӑн чӗлпӗрӗме кӑштах пушатасси ҫеҫ, эпӗ вара ҫак казачкӑна ӑсран каймалла юратса пӑрахма пултарнӑ пулӑттӑм. Амӑшӗ ун сӑмахне ҫине тӑрсах итлерӗ, анчах нимӗн те ӑнланмарӗ, ирӗксӗрех хӑй ӑссӗн текех:— Суд, тепӗр эрнерен суд! — терӗ. Сисмесӗрех вӑл хӑй ҫӗнӗ пурнӑҫ валли кирлӗ пулнине ӑнланакан пулса ҫитрӗ, — ӗлӗк вӑл нихҫан та хӑй кама та пулин кирлине туйман, анчах халӗ нумайӑшне кирлӗ пулнине уҫҫӑнах курчӗ, ку вара ҫӗнӗ япала пулса тӑчӗ, кӑмӑлне кайрӗ, унӑн пуҫне ҫӗклерӗ… Эпӗ приговора вуласа патӑм. Пар мана ҫав укҫана! Эсӗ нимӗҫ комендант пӗлтерме кирлӗ: кам тырӑ ҫунтарнӑ. Мана халь кордонран Терек леш енчи сотньӑна ячӗҫ. Вӑл, пӳрнисемпе ҫинҫе, мамӑк пек ҫемҫе мӑйӑхне чӗпӗткелесе, таҫта аяккалла, кӗтеселле, темле тӗлӗнмелле пӑхрӗ. Урӑх кӗнекесем пулма кирлӗ… Ҫакӑн пирки мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатӑп эпӗ, совесть мана ҫавӑн чухлӗ ытларах асаплантарать, хама эпӗ чи путсӗр, киревсӗр ҫын вырӑннех хуратӑп. Манӑн этеме курас килет; манӑн хамӑн чӗрене лӑплантаракан япала ҫинчен пӗлес килет; ун вырӑнне пули-пулми ҫинчен вулатӑп… Эпе вара розӑна пӗтӗмпех ӑна патӑм. …Д. пирӗн пата тӑтӑшах ҫӳрет. Кусем ӗнтӗ хӑватлӑ, тытса чарма ҫук хумсем! Тапранасса виҫмине ҫӗрле тапранса тухатпӑр. Яр эсӗ мана. Халлӗхе пурте аванах пулса пырать-ха. Мӗшӗлтетсе тӑнӑ кашни минутах ун хуҫин кун-ҫулне татма пултарнӑ. Унӑн сарлака та ҫавракарах, пӗрмекленнӗ те кӑшт тӑртаннӑ питне пӑшӑрханса пӑхакан хурлӑхлӑ тӗксӗм мӑшӑр куҫ ҫутатать. «Урапине туртсах илмеллеччӗ ҫавӑнне, чӗлхипе епле лӑпӑртатмаллине пӗлтӗр пулатчӗ. Муани-Лунга гаремӗнче тӗрлӗ ӳсӗмри арӑмсем нумай. — Ну, халь ҫаврӑнса иртӗпӗр унран, — терӗ Ярмола, — Мӗнле юпалантарса хускалнӑ, ҫаплипех килсе выртать ҫакӑнта кӗҫех. Иртнин куҫҫулӗнчен эсир ахах ярӑмӗсем тӑвайрӑр-и? Анчах халь вӑл мӗн иккенне пӗлет ӗнтӗ Андрей: вӑл — ҫӗнтерӳ телейӗ. Варя аппа хуҫалӑх комиссийӗччӗ — хӗрлӗ питлӗскер, хулӑн кӑна хӗр, ҫиптунисем те хулӑн — пӑтӑ валеҫсе парас тесе, аллине тытнӑ ҫӑпалипех уткаласа ҫӳретчӗ. Эпӗ выҫӑллах тӑратӑп, а вӑл вӑкӑр хӑмпи пек хӑпарса каять, вара хырӑмне каҫӑртса выртать те пӗтӗм ҫеҫен хире янратса иклетме пуҫлать. — Тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫын ҫавӑн пек тӗттӗм халӑх ҫине ӑҫтан лӑпкӑн пӑхма пултартӑр-ха? Пӗр якатнӑ ҫул та ҫук кунта — нимӗнле Силистра ҫулӗ те, мӗнле те пулин урӑхла ҫул та килсе кӗрейми Стара-планина тӑрӑхӗнчи ҫак илемлӗ вырӑнпа иртмест. Йӗри-тавра пурте чӗррӗн те шанчӑклӑн ҫавӑрӑнкалать, хыттӑн юхакан шыв шутсӑр нумай сулӑ сыпписене ҫӑмӑллӑнах юхтарса илсе каять; сулӑсем ҫинче сухаллӑ мужиксем тӗреклӗн тӑрса пыраҫҫӗ, вӑрӑм кӗсменсене ҫавӑркалаҫҫӗ те пӗр-пӗрин ҫине тата хирӗҫ пыракан парохода кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахаҫҫӗ. Ҫапла пулсан та тискерленсе ҫитнӗ дикарьсенчен хӑшӗ-пӗрисем Каи-Куму табу хурасси ҫинчен сӑмах каласанах тыткӑнрисене хӳтӗлекенсем пулса тӑчӗҫ. Ҫакӑн пекех Андрий мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвассишӗн ҫуннӑ, кунпа пӗрлех унӑн чунӗнче ытти туйӑмсем те аталаннӑ пулнӑ. Хӗрарӑмсем ӑна ытарайми тунсӑхлӑ ҫын тесе шутланӑ, анчах вӑл хӗрарӑмсемпе паллашман… Носков ҫинчен Мирона каласа парсан мӗн пулассине Яков тавҫӑрса илме те пултараймарӗ; анчах та, паллах ӗнтӗ, пиччӗшӗ ӑна судья пек тӗплӗ допрос тума тытӑнать, мӗн пирки те пулин айӑплать, тата епле те пулсан тӑрӑхласа та илет. Кардинал ҫаврӑнчӗ те площадь тӑрӑх утса кайрӗ, вӑл халӑхпа калаҫрӗ е ачана алӑ ҫине ҫӗклесе илнӗ май, кашни утӑмрах чарӑнкаласа тӑчӗ. Паян ЦКран Соломенка райкомне ҫӗнӗ секретарь — Жаркие ячӗҫ. Вӑл кӑштах итлесе тӑчӗ те анасласа ячӗ, вара ҫынсен ӗнсисемпе ҫурӑмӗсене пӑхма тытӑнчӗ. Мӗнле ҫӗнӗ терт те ҫӗнӗ ӗҫ, ҫӗнӗ ӗмӗтсемпе телейӗм-инкекӗм пулӗ-ши тата! Пӑхасса пӑх, анчах ан шарла! Анчах ӑшӑ кӑмӑллӑ Лукианӗ лӑплантармалла куҫ хӗссе илсе:— Ним те мар… ним те мар… — терӗ. Ҫав ыйтусене хирӗҫ эпӗ: Европӑра пирӗн упӑтесем ҫук; пирӗн пата кӑтартма урӑх ҫӗршывсенчен илсе пыраҫҫӗ, вӗсем пит пӗчӗк те, ҫавӑнпа мана тапӑнма шутласан, эпӗ вӗсене дюжинне те ним вырӑнне хурас ҫук. Кӗнекесем вулас, литературӑпа интересленес кӑмӑла та ҫухатрӑм. Наян эс темӗнле… Сахӑр пек шура ӳтлӗ, кулса тӑракан паннӑ хӑйӗн хитре аллине карлӑкран тытса тӑрать. — Ия, ҫапла тусан лайӑхрах пулӗ, тетӗп. Вӗсем ҫул ҫӳрени ҫинчен асӑнса каланисем ҫеҫ час манӑҫнӑ: вӗсем Марко Полопа Афанасий Никитин пек каласа пама пӗлеймен-ҫке-ха. Чарӑнса тӑнӑ караван малалла уттарчӗ, Тальбот сӑрчӗсем патне ҫитиччен урӑх ниҫта та чарӑнмарӗ. Тен, вӑл часах иртсе каять пулӗ. Халиччен питех аптратсах кайманччӗ-ха, ыран акӑ чухӑнсен пухӑвӗ пулать. Унӑн килне пырса кӗрсен эпир темӗнле тӗлӗнмелле пӑшӑрханма тытӑнатпӑр; сире унти шукӑль илемлӗх те хаваслантармасть, кашни каҫах вара сирӗн умӑра герблӑ тӳмесемлӗ кӑвак ливрея тӑхӑнса янӑ, кӑтралантарнӑ ҫӳҫлӗ камердинер пырса, сирӗн урӑрти атта ҫемҫен туртса хывма тытӑнсан, сирӗн умӑра ҫав вӑхӑтра унӑн шуранкка та типшӗм кӗлетке вырӑнне сасартӑк улпут тин ҫеҫ суха патӗнчен чӗнсе илнӗ, нумаях та пулмасть ҫӗнӗрен ҫӗлетсе панӑ ҫемҫе сӑхманне пӗр вунӑ ҫӗртен ҫӗвӗрен яма ӗлкӗрнӗ ҫав тери патмар ҫамрӑк каччӑн тӗлӗнмелле сарлака сӑн-пичӗ тухса тӑрас пулсан, — эсир сӑмахпа каласа пама та ҫук хавасланнӑ пулӑттӑр та, вара ҫав качча аттӑрпа пӗрле хӑвӑрӑн урӑра та пӗҫӗ кӑкӗ таранах тӑпӑлтарса кӑларма кӑмӑллӑнах ирӗк панӑ пулӑттӑр… Жандарм аллинче кинжал ялкӑшнине курсан, вӑл шартах сикрӗ. Ку пирӗн юлашки сӑмах, ҫак сӑмахран эпир каялла чакмастпӑр. Анчах унта юлман эс. — Эсир тӗрӗс каларӑр, пичче. Кашни ҫемьех тумланса, пулас инкеке кӗтет, хӑшӗ-пӗри пӗр-пӗр пӗчӗк пӳлӗме хӗсӗнет, пӗр нимӗн ӑнланман пӗчӗк ачасем ҫеҫ амӑшӗсен аллисенче шӑппӑн та лапкӑн пӑшлатса ҫывӑраҫҫӗ. Юнашар пӳлӗмре шавлани илтӗнет. Каларӗҫ-ҫке ӗнтӗ, ун пеккине эсир кӑмӑллать терӗҫ, эпӗ хам та ҫапла пуль терӗм. Эпӗ хама ыттисенчен уйрӑлса тӑракан ҫын пек кӑтартма тӑрӑшатӑп. Каччӑ хӗре пӗрре курсах юратса пӑрахать; хӗр ун ҫине — «тархасшӑн хӑтар мана» тенӗ пек тилмӗрсе пӑхать. Вӗсем ҫине малтан утиял сарса хунӑ, ун ҫине вара — плащ. «Вӑл, пӳрнепе чӗнсе илчӗ те: «Янкель!» терӗ. Анчах ҫумӑрӗ ҫук, ҫакна пула уй талккишӗпех пӗтерсе пӗтми тата ниме тиркемен ҫумкурӑкӗсем хунаса кайса пусса илме пуҫларӗҫ. Юлашкинчен вӗсем тискерленсех ҫитнӗ, хӑйсен ашшӗсемпе аслашшӗсен тата хӑйсен ҫӗршывӗнчи чӗрчунсен ӑсне тӑнне ҫухатнӑ. Ҫӗр сӗм тӗттӗм, ҫурҫӗр те иртнӗ, никам та килсе пулӑшас ҫук: портӑн ҫак аякри кӗтессине, рабочисемсӗр пуҫне, кӑнтӑрла та никам килекен ҫук. Ҫӗр айӗнчи вӑрттӑн ҫулпа Пӑван ту айккине тухмалла, унтан вара, тӗттӗм пулсан, ӑна Мартинипе пӗр контрабандист кӗтекен вӑрттӑн вырӑна ҫитермелле пулнӑ. («Питех те хастаррисене шӑпа пулӑшать…»). Хӑюллисен мар, питех те хастаррисен шӑпи ӑнӑҫлӑ пулать. — Юрӗ! — килӗшрӗ Озеров. Хам талантлӑ пулни, музыкӑна хытӑ юратни пирки ним иккӗленмесӗр, эпӗ вӗренме тытӑнтӑм. Лайӑх учительсӗр, чунтан кӑмӑлламасӑр, искусство мӗн пама пултарассине тата, вӑл мӗн те пулин патӑр тесен, ӑна вӗренме епле пуҫӑнмаллине пӗр чӗптӗм ӑнланмасӑр вӗренекен миллионшар арҫынсемпе хӗрарӑмсем мӗнле тӑваҫҫӗ, эпӗ те ку тӗлӗшпе ҫаплах турӑм. Ун чухне минут та секунд кӑтартакан сехет тавраш пулман, вӑхӑт иртнине шыв е хӑйӑр сехечӗпе виҫнӗ. Ҫавӑн пек кӑтьӑр-катьӑр инструментсемпе наукӑлла йывӑр ӗҫ туса пыма пысӑк пултарулӑх, унтан та ытларах — наукӑна чунтан юратни, тӳсӗмлӗх кирлӗ пулнӑ. Куҫӗсем вара ун пач та хура марччӗ, нимпе палӑрман, чи-чи ахаллисемехчӗ — сарӑрахскерсем, симӗс кӑшӑлпалан. Манӑн ӗҫӗм ҫук унта!.. — терӗ вӑл сӳрӗккӗн. Чей вӗретме кирлӗ тесе, банкине кӗсйине чикрӗ. Ярцев пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтресе ӳкрӗ. Разметнов сасартӑк вӑр-вар чупса кайрӗ, кӗҫӗн алӑк леш енче тӑракан ҫынна сулахай аллипе пырса тытрӗ, сылтӑммипе наган аврине чӑмӑртарӗ. — Килмеллех килтӗм. Ҫак япаласене ҫухатнӑшӑн Бенедикт пичче пит кулянатчӗ. Эсӗ маншӑн пулнӑ пекех, эпӗ ҫеҫ саншӑн ӗмӗрлӗхех улшӑнми юлӑп», — терӗ. Салтаксемпе хурахсем тытӑҫса ӳксе ҫапӑҫаҫҫӗ. Ку — ҫапӑҫу вырӑнӗ; кунта усал сывлӑшсене тискер, хытӑ ҫак хысаксенчен ҫапа-ҫапа аркатнӑ тейӗн. XVIII ӗмӗрте философи ыйтӑвӗсемпе тата хитре калаҫасси тӗлӗшпе Францире ҫырса кӑларнӑ лайӑх япаласене пурне те вуласа тухнӑ вӑл, француз литературин мӗнпур лайӑх произведенийӗсене тӗплен пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа час-часах Расин, Корнель, Боало, Мольер, Монтень, Фенелон ҫырнисенчен цитатӑсем илсе калама пултарнӑ, ҫакна тума юратнӑ та; вӑл мифологие питӗ лайӑх пӗлнӗ, эпосла поэзин французла куҫарнӑ авалхи палӑкӗсене вӗренни уншӑн усӑллӑ пулнӑ, историпе Сегюр ҫырнисенчен ҫителӗклӗ пӗлӳ илнӗ; анчах математикӑна та (арифметикӑна кӑна кӑштах чухлакаланӑ вӑл); физикӑна та, хальхи литературӑна та пачах пӗлмен: калаҫура вӑл сӑпайлӑн шарламасӑр юлма е Гете, Шиллер тата Байрон ҫинчен темиҫе пӗтӗмӗшле сӑмахсем калама пултарать, анчах хӑй нихҫан та вуламан вӗсене. Капитан яланхинчен иртерех вӑранчӗ те тинӗс хӗррине кайрӗ. Упӑтине вӗлерчӗҫ те, никамӑн та ун пек чӗрчун патша ҫуртӗнче тытмалла мар тесе приказ пачӗҫ. Эпӗ хамӑн ҫӗр ҫийӗнчи пурӑнӑҫ ҫинчен аса илме тӑрӑшрӑм, анчах ку маншӑн питех те хӗн пулчӗ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ ҫынсем ҫӳҫӗсене кӑларса яма юратаҫҫӗ, анчах та ку каччӑн ҫӳҫӗ географи учебникӗ ҫинчи авалхи тискер ҫыннӑнни пекех килӗшӳсӗрччӗ. Тӗлӗнмелле, мӗнле-ха эпӗ тӳрех ҫакӑн ҫинчен шутланӑ? Хам умра, хамӑрӑн библиотека алӑкӗ патӗнче, Петька — Петька Сковородников, хам ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхса тӑнине те тавҫӑрса илме пултарайман. Полевая почта 42531—В. Вӑл сухал ҫитӗнтерет, Анюта! — Юрать… Житейкин унӑн ывӑлӗ хыҫҫӑн хула тӑрӑх нумайччен чупрӗ, ун хыҫҫӑн икӗ хут персе ячӗ, анчах тивӗртеймерӗ, Брусков ҫӗвӗҫе ҫурӑмӗнчен амантрӗ кӑна. Ҫакнашкал савӑнӑҫ кӳнӗшӗн сан валли мӗн тумаллине те пӗлместӗп ӗнтӗ! — Эсир те, турра ӗненекенсем, итлӗр! — Мӗнле ыйтусем? — интересленсе ыйтрӗ унран паҫӑр Дубцова ҫынсем пулӑшасса кӗтсе ларнишӗн ятлама хатӗрленнӗ Давыдов. Эпӗ темӗнле тӑрӑшса сӑнасан та вӗсен сӑн-сӑпатӗнче ӑшшӑн кулкаласа пӑхнине тӗл пулаймарӑм; вӗсен кулнӑ пек вӑхӑт пулсан та, пит-куҫ тирӗсем ирӗксӗртен турткаланса пӗрӗнкеленӗ пирки ҫеҫ ҫапла курӑнать, ку ӗнтӗ пӗрре те вӗсен хаваслӑ ҫутӑ кӑмӑлне кӑтартса палӑртмасть… Ҫакна аса илсен, Ҫӑрттан мучи йӑл кулчӗ, вара ӑйӑрсене пӗр иккӗленмесӗр вырӑнтан тапратрӗ. Вӑл — телейсӗр те пӗчченҫӗскер — халӗ Воропаев пекех тӗлли-паллисӗр шанчӑкпа ҫунатланать; кунта килнӗ хыҫҫӑн, Воропаев та сурансемпе тата чирпе асапланса пӗтнӗскер, кил-ҫуртсӑрскер, аптраса ӳкнӗскер, анчах пурнӑҫа питӗ хытӑ юратаканскер, йывӑрлӑхсем ун умне аякран тухса тӑрсан та, вӗсене хирӗҫ, ҫавӑн пекех кӑкӑрпа тӑратчӗ. Аэлита кавир ҫине кушак евӗр сикрӗ те экран патне чупса пырса тӑчӗ. Mathieu пире пӗтӗм чапне кӑтартасшӑн; ҫӑва тӗпне! уншӑн губерни фимиамӗ пулсан та ҫитӗ, пирӗннисӗрех юрӗ. Макар лаша ҫӑварлӑхне вӗҫерчӗ, чӗлпӗр вӗҫне унӑн малти уринчен йӑлласа ҫыхрӗ, хырӑмсалӑхне пушатрӗ. Фома кулса янӑ. Мӗнле пулчӗ вӑл? Тепӗр хут та пӑшалсем шалтлатрӗҫ… Улпучӗ аллинчен Эрхип ҫуртӑва илчӗ, кӑмака хыҫӗнче хунар шыраса тупса ӑна ҫутрӗ. Иккӗшӗ вара крыльца ҫинчен анчӗҫ те килкартине тухрӗҫ. Халӗ те, палуба тӑрӑх милкепе чӑшлаттарса, вӑл мана хуллен каларӗ: — Куратӑн-и арӑмсене мӗнле хурлантараҫҫӗ? — Калама астуман сана, Прохоровна, акӑ мӗн: хӑвӑр автана эс ан пуснӑ пул. Нимле ответлӑ этем те мар эсӗ, эпӗ вӑт — ответлӑ работник! Сывӑ-и, ачасем! — терӗ. Пӑрусем, амӑшӗсем патне яма тилмӗрсе, мӗкӗрешме тытӑнаҫҫӗ, пӗр ҫӗре пӗрлештернӗ автансем каҫӑхса кайсах авӑтаҫҫӗ, хутор ҫийӗн тӑкӑскӑ-йӳҫек шӑршӑллӑ кизяк тӗтӗмӗ явӑнса ҫӗкленет. Пӗррехинче хуларан кӑтра пуҫлӑ ҫивӗч хӗр килчӗ, вӑл Андрей валли темле чӗркенӗ ҫыхӑ илсе килчӗ, каялла каяс чух, хаваслӑ куҫне ҫутӑлтарса, Власовӑна:— Сывӑ пул, юлташ! — терӗ. Ку — полководец пӑхни пекех. Кунта ҫӑмламас шурӑ юра тустарса, сиввӗн те ҫинҫен шӑхӑрса, унталла та кунталла вӗҫтерсе, ҫил ҫӳрет. Кӗпӳ аркине шӑлпа ҫыртасчӗ те, ларасчӗ чӗнмесӗр, — илтӗнчӗ тахӑшин хӑйӑлтатакан хулӑн сасси. Эсӗ авӑ ӑна хирӗҫ тӑраттӑнччӗ… — терӗ. — Ӑҫта пултӑн? — ыйтрӗ Петр, арӑмӗн питӗнчен тинкерсе пӑхса; Эпӗ пит лутра ҫемҫе курӑк ҫине выртрӑм та ҫывӑрса кайнӑ. Ҫывӑрасса пит хытӑ ҫывӑрнӑ; ун пек эпӗ ӗмӗрте те ҫывӑрман. Ман шутпа эпӗ тӑхӑр сехет ҫывӑрнӑ, мӗншӗн тесен вӑраннӑ чух тул ҫап ҫутах ҫутӑлнӑччӗ. Вӑл хайне Кольхаунӑн усал куҫӗсем сӑнаса пӑхнине сисрӗ, вӗсем ӑна шӑтарас пек пӑхнӑ. Эпӗ урайӗнче выртатӑп, пӗлӗт ҫинелле пӑхатӑп, ҫакӑ вӑл маншӑн таҫта хӑрушӑ ҫӗрте выртнӑ пек, ман пуҫ тӑрринче пӗтӗм тӗнче шавласа, калаҫса тӑнӑ евӗр туйӑнса кайрӗ. Эпӗ пур ҫав питӗ тарӑн шӑтӑкра пӗр пӗччен выртатӑп. Андрей Умрихин ҫумне пырса ларчӗ, — лешӗ урайӗнче, сылтӑм тӑнлавӗпе стена ҫумнелле тӗренсе, тӗлӗрсе ларать-мӗн. «Эпӗ йӗрне тупрӑм», — тесе пӗлтерчӗ вӑл. Кайран вара унӑн пит-куҫӗ хаярланнӑ пекех тискерленчӗ! Мӗн калаҫса тӑратӑн? Городничий ассамблея туса ирттерет. Хӗвел ҫук. Машина сасартӑк тапранчӗ те, ҫавӑнтах Дмитриевски урама пӑрӑнса, куҫран ҫухалчӗ. Тупӑнӗ те. Епле ан пултӑр арӑм? Паллах, вал халех унта каять. Пӗр хушӑ ҫапла кайнӑ хыҫҫӑн вӑл пӳрнисене хул айне чиксе ӑшӑтрӗ, унтан ҫамрӑк чӑрӑш патне пычӗ те унӑн хуппинчен тӑватӑ кӗтеслӗ татӑксем касса кӑларчӗ, унтан чӗрнисене хуҫсах, хурӑн хуппи вистерӗ, унттисем ӑшӗнчен ҫӑм шарф татӑкӗсене кӑларчӗ те вӗсемпе аллаппине чӗркерӗ, ун ҫине атӑ патушӗ пек чӑрӑш хупписене хурса, ҫиелтен хурӑн хуппипе тата бинтсемпе чӗркесе ҫыхрӗ. Юрӗ! Алӑка тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ кӑтраланса тӑракан палламан ҫамрӑк хӗрарӑм уҫрӗ. Чӑн-чӑн карап! — Ҫыран тӑрӑхӗнче пулсан — ҫапла, — терӗ географ, — унта «Британи» ҫӗмрӗкӗсене тупасса шанма пулатчӗ, анчах шаларах кӗрсен — ҫук, вӑл уссӑр пулнӑ пулӗччӗ. Старик ним туйӑмсӑр, сывламасӑр выртать, — ӑна паралич ҫапса ӳкерчӗ. Мересьев, кирлӗ пулсан Комиссара пулӑшма май пултӑр, тесе, хӑйӗн койкине ун ҫывӑхнерех куҫарса лартма ыйтрӗ. Тӗттӗмре пуҫа философиллӗ шухӑшсем килсе кӗреҫҫӗ, нервсем вӗсем имшеркке, шатра питлӗ хӗрсен тата чараксӑр ҫӑварлӑ, мигреньпе асапланакан хӗрарӑмсен кана пулаҫҫӗ. — Ку вӑл, тӑванӑм, ерунда. Астӑватӑп, ҫак пӗрремӗш кун ман ӑш темшӗн ҫав тери хытӑ вӑркарӗ. Давыдов ӑна урама тухнӑ ҫӗрте хӑваласа ҫитрӗ, хулпуҫҫинчен ярса тытрӗ. Пӗтӗм савӑнӑҫӑм та — хамӑн ӗҫӗме пула Российӑна тата та пысӑк ҫӗрсем тупса хутӑштарнинче. — Ҫаксемпе пӗрле тени илтӗнет. — Ӑслӑлӑх ӗҫӗсене ӗҫлеме чӑрмантарнӑшӑн эпӗ каҫару ыйтма тивӗҫ, — пуҫларӗ вӑл чӳрече умӗнчи пукан ҫине ларса, икӗ аллипе те вӗҫне слон шӑмми тӑхӑнтарнӑ илемлӗ туя ҫине тӗревленсе (вӑл халиччен туясӑрах ҫӳренӗ): — анчах манӑн ирӗксӗрех сирӗнтен маншӑн пилӗк минут уйӑрма ыйтмалла пулать… унтан ытла мар. Каҫхине Артём депоран таврӑнмарӗ. «Мӗнлисем кусем? — шухӑшларӗ Андрей. Павел аллине хӑвӑрт хускаткаласа ҫӳҫне тӳрлетрӗ те амӑшӗ патне тухрӗ. Эсир мана хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫлатӑр пулсан, эпӗ те хӗрхенӳсӗр кӗрешӗп. Анчах Ҫӑрттан мучие кунтан чӑркӑшрах ыйтусем те нихҫан та аптратман. Кӗпӗрнере партизан юхӑмӗ вӑйланса пырать. Партизан отрячӗсен шучӗ вунна та ҫитет теҫҫӗ, вӗсене большевиксем пухса йӗркеленӗ. Анчах ҫапах унтанпа нумай та мар вӑхӑт иртнӗ пек туйӑнать. Гаврила, ун ҫине пӑхса, савнӑҫлӑн та шикленерех йӑл кула-кула илчӗ. Вӑл унчченхи пекех вӑйлӑ, мачтӑсене тайӑлтарса вӗрчӗ. Эх, вӑл ӑна вилме ҫеҫ хистене пулсан! Джемма унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗн тамӑкне майӗпен тата пӗр шикленмесӗр аса илчӗ. Гленарванпа унӑн юлташӗсем фургон ӑшне кӗрсе ларчӗҫ. — Кам ларать хаттӑра пирӗн? Эпӗ, хама тӳрккесле килпетсӗррӗн те айӑплӑн туйса, — кунашкал туйӑм вӑл яланах чирлӗ ҫын таврашӗнче чух пулать, — чӗрне вӗҫҫӗн ҫеҫ пусса, кравать патне асӑрхануллӑн пытӑм. Хо! тесе хашлатса сывласа, вӑл пурттипе сула-сула антарчӗ — чӑтлӑх ун умӗнче пушар чухнехи пек уҫӑлса пычӗ. Король самантрах хӑйӗнчен мӗн ыйтнипе килӗшнӗ, вара утрава чылай ҫӳлелле хӑпартнӑ. Эпӗ сире парса ярас пулсан, вӑл ман ҫинчен кайса пӗлтеретех, мана вара Ревтрибунала чӗнтереҫҫӗ. Кунта мӗн пурӗ — пирӗн, мӗн пурӗ — пирӗн ӑс, вырӑс ӑнкарӑвӗ, ӗҫе тем аслӑш юратнин ҫимӗҫӗ! Карчӑк тӗлӗрнӗ май шутласа выртрӗ: «Лайӑх казак ҫуратрӑм эп, тавах турра, ырӑ хуҫа пӑхса ӳстертӗм! — Мӗн каласшӑн эсир? Хальтерех ҫеҫ хӑпартланса кайни пусӑрӑнчӗ, Томпа Джо ирӗксӗрех хӑйсене ҫывӑх ҫынсем ҫинчен астуса илчӗҫ, анчах вӗсем ҫавӑн пек мыскаралла хӑтланнӑшӑн питех савӑнас та ҫук пулӗ. «Ҫук, ҫук, — тетӗп хам ӑшӑмра, — ҫук, эпӗ ӑна нимӗн те каламӑп. — Огонь! — кӑшкӑрса ячӗ те Озеров, хӑй тупӑ умне пӗшкӗнчӗ. Ай, ҫук, ҫук, ку ҫылӑх». — Шӑпах вӑл, урӑх никам та мар, — кӗтмен ҫӗртен каласа хучӗ Смион Хаджи. Хӗвел вуншар миллиард ҫул хушши ҫутатать, ҫак вӑхӑт хушшинче вӑл пӗр секундлӑха та канӑҫлӑха пӗлмен. Вӗсем авӑ, сӑрантан мар, хӗртнӗ тимӗртен туса тӑхӑннӑ протезсем пек ыраттарса, ҫунтарса тӑраҫҫӗ!» — шухӑшларӗ Мересьев. — Персе пӑрахмашкӑн эпӗ ҫителӗклех сывӑ. — Ӑнлантӑм, — йӑл кулчӗ ҫӳҫ касакан. Вӑл, кулкаласах пӗр-пӗр турата ҫӑмӑллӑн тытса сирнӗ пек, алӑка хупӑрласа тӑракан Тимофее айкинелле пӑрса тӑратрӗ, унтан сулӑмлӑн утса пынипе мӗскӗннӗн чӑнкӑр-чанкӑр янӑраса кайнӑ савӑт-сапа шкапӗ тӗлӗнчен иртсе, арча патне ҫитсе тӑчӗ. Кӗпчекӗсене илме вӑл, лайӑх астӑватӑп, типӗ тытнӑ вӑхӑтра — те юнкунччӗ ҫав, те эрнекун — килчӗ. Хӑвӑрах шутлӑр-ха: вӑл Воропаева лартса пырать вӗт, анчах унтан вӑрҫӑ ҫинчен пӗр сӑмах та илтме пулмарӗ. — Тӑхтӑр, эпӗ сире кӗнеке илсе килсе парӑп. Ҫавӑн ҫинчен шухӑшлани кӑна манӑн кӑмӑла тултарать те вӑтантарать, ҫапла… вӑтанни вӑл… вӑтанни хам сахал пӗлнине ӑнланса тӑнинчен килет. Дик Сэнд кӑлӑхах юханшыв вӑррине сулӑпа ҫитесси ҫинчен шутланӑ. Фронтра ҫырӑва епле упраса усранине пӗлнӗ вӑл, ҫавӑнпа ҫак ҫыру хӑҫан та пулин кӑтартнӑ адрес тӑрӑх вырӑна ҫитессе шаннӑ. Эпӗ вӗсене хам тем те пӗр курса ҫӳренисем ҫинчен нумайӑшне пытарса хӑварса тӗрӗссипе кӗскен каласа патӑм. — Кай, мӗн кирлӗ сана! Анчах вӑл аякка кайса ларнине курсан, Марийки тӳрех хура куҫӗсене вылятса илнӗ — хӗр-тантӑшӗсемпе калаҫма пуҫланӑ, вара Андрей вӑл каллех мыскара тума шутланине ӑнланса илнӗ те именнӗ, хӑйӗн харсӑр шухӑшне ҫавӑнтах пӑрахнӑ. Пӗҫеретӗп те сутатӑп, анчах вилессе — кӗлӗмҫӗ пулса вилетӗп пулмалла. Кашнин аллинче — вӑрҫӑ хатӗрӗ, — варринче дисклӑ кӗске автомат-пӑшал ахӑр. Исидора аран ҫеҫ хӑйӗн кӑвак лашине лӑплантарчӗ те пит хытӑ итлеме тытӑнчӗ. Никама та кирлӗ мар. Ларнӑ ҫӗртенех вӑл мана, ураран ярса илсе, хӑй патнелле сӗтӗрчӗ. Синьора ӗненмӗ тесе шухӑшлатӑр-и эсир, Риккардо? Кубиксемпе пулса иртнӗ ӗҫ хыҫҫӑн Дик Сэнд ҫав ҫынпа йытӑ пӗр-пӗрне пушшех курайми пулнине асӑрхарӗ. Ҫав правилисем тата улшӑнсах тӑратчӗҫ. Тихон, хӑйӗн тусанлӑ аттисене тикӗтпе сӗрсе, нимӗн те чӗнмерӗ; вара Артамонов хӑйӗн пӗтӗм ҫирӗп кӑмӑлӗнчен каларӗ: — Эппин — сыв пул! Ну, итле. Озеров полкӗ вӑхӑтлӑха вырнаҫнӑ ҫӗре уй урлӑ та, пӗчӗкҫеҫ вӑрмансем витӗр те каймалла пӳлчӗ. Ҫав сӑн-питре ытла та чуна ҫывӑх, кӑмӑла ҫавӑракан темле илӗртӳ пур: те уҫҫӑн пӑхакан кӑвак куҫсем илӗртеҫҫӗ ҫынна, те ҫамрӑкрах чухнехи чӑмӑрлӑхне ҫухатайман, малалла тухса тӑракан янахӗ… Англи аллинче мӗнпур Океани тӑрать. Ҫурта курса ҫаврӑннӑ хыҫҫӑн, киле кайма машина ҫине ларсан, вӑл, унӑн хутне кӗнӗ пек, ҫапла каласа хучӗ: — Карчӑкӗ — усал, ҫамрӑкки вара, пӗлетӗн, начар мар, пачах та начар мар. Василий Иванович ӑна кабинета илсе кӗчӗ. Апла эппин, Бил хӑйӗн ылттӑнӗпе виличчен те уйрӑлман. Анчах ҫакӑн пек пит ирхи сехетре ҫывӑрман ҫынна, Техасри прерисемсӗр пуҫне, урӑх ҫӗрте ниҫта та тӗл пулма ҫук пулӗ. Нумай пулмасть кӑна эпӗ вилӗмсӗр ҫынсене питех те курасшӑн тӑрӑшнӑ пулсан, халӗ вара вӗсем ҫине пӑхма та вӑтанатӑп. Ман ҫине кӑшкӑрашмалли ҫук! Ытах та эсир хӑвӑр ытлашши хӑюллӑ пулсан — кайӑр та вӑкӑрсене каялла ҫавӑрса килӗр! Эпир пӑртак ывӑннӑ пулин те пирӗн сывлӑх аванах, ҫавӑнпа эпир ҫул ҫине илсе тухнӑ аптекӑри эмельсене пырса та тӗкӗнмерӗмӗр. Пачах та урӑхла, хам хисеплекен ҫынсем ҫав япалана лайӑх тесе шутланине ҫеҫ пӗлнӗ-эпӗ. Тахҫанах пулнӑ. Пирӗн ҫӗр ҫине пӑхаҫҫӗ вӗт-ха вӗсем? Мана ӑҫта та пулсан хыҫалтан е айккинчен сӗкме сыхласа тӑратӑн. Уйӑх тухрӗ, ун йӑлтӑр ҫути пытарӑнчӑк вӑрттӑнлӑхпа тӗлӗнмелле хитрен ула-чӑлалантарса хучӗ вара вӑрмана, сӗм-тӗттӗмлӗх хушшипе кукӑр-макӑр вулӑсем, авӑнчӑк туратсемпе плюш кавирӗ евӗр ҫемҫе мӑк ҫине тикӗсех мар шупка-кӑвак пӑнчӑсем пула-пула выртрӗ. Хӑйне ырӑ кӑмӑллӑ пек тытма тӑрӑшакан Николай Антоныч манӑн куҫ умне ҫиҫӗмле хӑвӑртлӑхпа тухса тӑчӗ. — Пӗлместӗп. Ку — леш Раман текенни пулас. — Хӗлле нумай ӗҫлерӗн-и эсӗ, Устин Михайлович? Пур енчен те пӑлтӑрсем, пӗчӗк пӑлтӑрсем туса хуни мана хама та пит килӗшет, катаран пӑхсан вара, ҫав пӗр-пӗрин ҫине туса лартнӑ ҫивиттисем кӑна курӑнаҫҫӗ, вӗсем турилкке ҫине купаланӑ икерчӗсем пек е, тата лайӑхрах каласан, йывӑҫ ҫине шӑтса тухнӑ кӑмпасем тейӗн ҫав. Автор короле пит усӑллӑ сӗнӳ парать, анчах король ӑна йышӑнмасть. Ӗҫлесе халтан кайнипе тата апат начар пирки пирӗн экипажран вуникӗ ҫын вилчӗ, ыттисем те пит начарланса кайрӗҫ. Рабочисем пурӑнакан слободка ҫийӗнчи тӗтӗм-сӗрӗмлӗ, ҫу шӑршипе тулнӑ сывлӑша чӗтрентерсе, кашни кунах фабрика гудокӗ янараса каять те, ӑна илтсенех шӑмшакне ыйхӑпа кантарайман тӗксӗм сӑнлӑ ҫынсем, хӑраса ӳкнӗ таракансем пек, пӗчӗк те тӗксӗм ҫуртсенчен урама чупса тухаҫҫӗ. Пирӗн калаҫусем самаях вӑрӑма пычӗҫ; юлашкинчен вара эпир ӗҫе ҫапла тума шутларӑмӑр: кунтан пӗр пилӗк ҫухрӑмра улах ту хушши пур; вӗсем унта ыран ирпе тӑватӑ сехетре каяҫҫӗ, эпир вӗсем хыҫҫӑн ҫур сехет кайран тухатпӑр; ултӑ утӑмран перетӗр — Грушницкий хӑй ҫапла тума ыйтрӗ. Манра хӑй патнелле ҫав тери вӑйлӑн туртӑнас кӑмӑл вӑратнисӗр пуҫне, эпӗ ун кӑмӑлне хуҫасран, ӑна мӗнпе те пулин кӳрентересрен, ӑна килӗшмесрен хытах хӑраттӑм: тен, ку унӑн пичӗ мӑнаҫлӑ курӑннинчен, е эпӗ хам ҫи-пуҫран йӗрӗнсе, ҫынсем илемлӗрех пулнине ытла пысӑка хурса хакланӑран, е, ку чи тӗрӗсреххи, ҫакӑ эпӗ ӑна чӑнласах юратнине кӑтартакан паллӑ пулнӑран килет. — Манӑн лашасем ҫӗр пуҫ тата виҫҫӗр-тӑватҫӗр тенкӗ тӑраканнисем, анчах сирӗнни пеккисем мар. Гришка Фабер? Ҫапла Аристотель тӗнчен тӑххӑрмӗш пӗлӗчӗ те пур тесе шутлама тытӑнать. Ҫав тӑххӑрмӗш пӗлӗт ҫинче пӗтӗм ҫӑлтӑрсене ҫавӑрттарма пултаракан мотор евӗрлӗ «пӗрремӗш двигатель» пур, тет. Анчах та кун пек килӗшӳсемпе именисем сутассине ҫирӗплетсе пама мар, крепостной именисемпе вӑхӑтлӑха усӑ курса пурӑнма парассине те … указ тӑрӑх чарнӑ, тепӗр енчен илсе пӑхас пулсассӑн та, доверенностьне параканӗ вилнӗ пирки халӗ ӗнтӗ доверенноҫӗ пачах юрӑхсӑра тухнӑ. — Мӗншӗн тесен Магеллан проливӗнчен кӑнтӑралла тата мӗскер пуррине пӗлмесӗр эпӗ лӑпланайман пулӑттӑм. Ӗнсе хыҫӗсене, ҫурӑмсене тата ытти ҫавнашкал япаласене-и? — Ҫук, — терӗ ача. Ҫул пӑрӑннӑ ҫӗрте вӑл Анна Сергеевнӑна курчӗ. Гретхен минералоги енӗпе питех те пултарать. Вӑл ку наукӑра кирек мӗнле ученӑйран та кая юлас ҫук. Пӗр ҫирӗм ярд кунтарах килсен, мана ҫитет те вара. Шӑтӑкран пӑхнӑ чух нихҫанхинчен те ҫутӑрах курӑнакан ҫӑлтӑрсем пуҫ ҫинчех йӑлкӑшса тӑнӑ пек туйӑннӑ, хуллен сулланакан лӑсӑллӑ хыр туратти ҫав ҫутӑ вут куҫӗсене тутӑр татӑкӗпе шӑлса тасатакан алӑ пекех курӑннӑ. Анчах вӗсем ҫавӑн пек хӑтланнӑ хушӑра Натали тарма ӗлкӗрчӗ, эпӗ, тӳссе тараймасӑр, юлашкинчен Робенока пуҫпа пырса тӗртсе ятӑм та, ӑна йӑвантарса ӳкерсе тартӑм. — Пӗлместӗп, эпӗ унта нихҫан та пулман. Кирила Петрович ҫамкине пӗркелентерчӗ — унтан, пуҫне суллакаласа, ҫапла каларӗ: — Ку ӗҫе Марья Кириловна хутшӑннӑ. Нумайччен пуҫне усса ларать вӑл унта, хӑй вӗҫӗмсӗр: «Манӑн Остапӑм, Остапӑм!» тесе калаҫать. Тепле майпа эпӗ ун аллине ҫаклантӑм, вӑл мана тумтиртен ярса тытрӗ. «Халӗ ӗнтӗ пӗтрӗм», — тесех шутларӑм, анчах тумтире ҫиҫӗм пек хӑвӑрт хывса пӑрахма ӗлкӗртӗм, ҫӑлӑнасси ҫакӑнта пулчӗ вара. Кичемлӗ тӗлпулӑва сиснипе, Каштанка харкашкаласа тата ун-кун пӑхкаласа таса мар шпалер ҫапнӑ пӗчӗк пӳлӗме кӗнӗ те, хӑранипе каялла чакнӑ. Пӑхатӑп та, Александр Владимирыч ура ҫине тӑнине курах кайрӑм, вӑл сӑмах калама кӑмӑл тунине паллӑпа пӗлтерчӗ. Кӗске пӑшалне вӑл систермесӗр юр ҫине пӑрахса хӑварнӑ. Унта заказ пама юрать. — Малалла каяс, — тесе хучӗ майор. — Халь ҫулталӑк ҫитмен-ха. Сехет йӗппи ҫиччӗ патнелле ҫывхарать. Икӗ минута яхӑн вӑл шутлать-ха, унтан именчӗклӗн кӑна ыйтать: — Малтанхи пеккинех-и? — Шӑпах ҫавна. Ҫак кӗнекене эпӗ Печорин Кавказра пурӑнни ҫинчен каланине ҫеҫ кӗртрӗм. Юрать-ха ман телей пулчӗ, пӗлнӗ пекех, сирӗн патӑрта чух ҫӳҫе хыртарса ятӑм… Ҫывӑхранах иртсе каякан ҫултан тусан тата мӑян шӑрши кӗрет. Анчах ку таранччен нихҫан та мустангер ҫавӑн пек илемлӗ лаша ертсе килмен. Ҫав самантрах Аэлита Лося мӑйӗнчен ытамларӗ, — пепке пек. Санин каллех Джемма ҫумне пырса ларчӗ. Воропаевӑн пӑлханнипе хӗрелсе кайнӑ пичӗ чӗпӗтсе кайрӗ. Унӑн сарлака хулпуҫҫийӗсем урлӑ манӑн бурмистр арӑмӗ те пӗр темӗнле хӗрарӑма вӑрттӑн кӳпкенине курма май килчӗ. — Мӗншӗн-ха вара? — Эс мана пӗтересшӗн иккен! Ман Этьен те, эсир ӑна астӑватӑр, вӑл сире виҫҫӗмӗш сыпӑк урлӑ тивекен хурӑнташ вӗт-ха… ҫук, виҫҫӗмӗш сыпӑк урлӑ мар, мӗнле-ха, Lise? Мирон пенснине тӳрлетрӗ, аллисене сӑтӑркаланӑ май пӳрнисене шӑтӑртаттарса илчӗ, каҫхи кӗлле кӗнӗ май ҫапакан пӗр-пӗччен чан сассине итлесе тӑчӗ, унтан, пӳлӗм тӑрӑх уткаласа:— Мӗн макӑрмалли пур ӗнтӗ? — терӗ. Хӑйӗн малашнехи ҫӳревӗсен вӑхӑтӗнче вӑл ҫакӑнта тепӗр хут килсе курассине хытах ӗмӗтленсе тӑнӑ. Инсаров ҫӗрӗпех ҫывӑраймарӗ, ирхине вара кӑмӑлӗ пӑтраннине туйса илчӗ; апла пулсан та, хӑйӗн хучӗсене йӗркене кӗртес тесе ӗҫлерӗ, ҫырусем ҫырчӗ; анчах унӑн пуҫӗ ыратрӗ, шухӑшӗсем пӑтранчӗҫ. Ман валли вара ним ӗмӗтленмелли те юлман!.. Вӑл пӑртак ҫеҫ курӑнса выртать — малалла, кукӑрӑлса кайнӑ ҫӗрте, вӑл вӗтлӗх ӑшнелле кӗрсе ҫухалать. Ку вӑл Венера ҫинче атмосферӑна кислород кӑларса тӑракан ӳсентӑрансем пачах ҫуккине е вӗсем питӗ сахаллине пӗлтерет. Приказчик пӑшӑлтаткаласа илчӗ, тата ҫывӑхарах пычӗ, унтан, ыттисенчен юлас мар тесе пулас, кулкаласа калаҫма пуҫларӗ: — Ҫапла-а, пирӗн пӗр маттур ачапа та харкашу пулса иртнӗччӗ-ха. Ҫак сӑмахсем пӗрин хыҫҫӑн тепри майӗпен, чаплӑн, юмана пуртӑпа качканӑ пек, каласа та ӳкӗте кӗртме ҫук пӗр виҫепе илтӗнсе кайрӗҫ. Ӗҫсем пурте йӗркеллех пулса пычӗҫ. — Полковник сехет ҫине пӑхать: виҫӗ сехет те аллӑ виҫӗ минут. Андрей хайне судран мӑшкӑлласа тыткалани судьясене палӑрмаллах улӑштарса ячӗ, унӑн сӑмахӗсем вӗсем ҫинчен темскер шӑлса антарчӗҫ, тейӗн, вӗсен кӑвак сӑнӗсем ҫинче пӑнчӑсем палӑракан пулчӗҫ, куҫӗсенче сивӗ, симӗс хӗмсем ҫунма пуҫларӗҫ. Мересьев ҫине пӑхмасӑрах, Капустин пӳлӗме пӑхса ҫаврӑнчӗ, сывлӑша шӑршларӗ те, тӑрук ҫиленсе кайрӗ: — Кам шуйттанӗ туртса тултарнӑ кунта? Корчагин хӑйӗн батальонне илсе пырать, пӗтӗм комсомол организацийӗ хӑйӗн юлташне ӑсатма пухӑнать. Козельцов хӑйсен офицерӗсем патне кайиччен малтан, хӑйӗн ротине сывлӑх сунма, вӑл ӑҫта тӑнине пӑхма кайрӗ. Дуэль пулмалли вырӑна полкри мӗнпур офицер килсе тухать, полк дамисем таранчченех темелле, тӗмсем хушшине, пӗр-пӗр ҫӗре, фотограф кӗрсе тӑрать-ха тата. Эпӗ тарсан иккӗмӗш кунне вӑл пурнӑҫне ҫухатрӗ. Кубанкӑллӑ ҫыннӑн хулпуҫҫийӗсем ытама кӗми сарлака, сайра тӗл пулакан анлӑ ҫурӑмӗпе вӑл алӑка янаххи-мӗнӗпех хупласа хунӑ. Таврара пӗтӗмпех хумханса, чӗтренсе тӑрать, умри ӳсӗр ҫынсен йӗрӗнмелле хӗрлӗ пит-куҫӗсем вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе е темле ула-чӑла купа пулса тӑраҫҫӗ, е пур еннелле те сапаланса каяҫҫӗ. — Ара, испанецсен йӑли ҫапла. Тата пӗчӗк старик, креслӑна шӑнӑҫса ларнӑскер, унта ҫилсӗр кунхи флюгер пек ним хускалмарӗ. Тинӗс ӑна хирӗҫ ҫӗкленнӗ те ҫур пӗлӗт тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ. Сасартӑк вӑйлӑ ҫил ҫӗкленчӗ. Пырса ҫапрӗҫ вара пур енчен те козаксем, вӗсене чарса пӑтраштарса ячӗҫ, хӑйсем те пӑтрашӑнса кайрӗҫ. Таптанман тикӗс юрпа витӗннӗ сенкер хир тӑрӑх кашкӑр иртет. Пӑрҫасем ҫыртнӑ. Ҫитменнине ку тӗлте тинӗс хӗррине анма та ҫук… Лайӑх вӗт? — терӗ Цимбал сывпуллашнӑ май; вара вӗсем пӗр-пӗрин аллисене ямасӑр Воропаев ҫинчен те калаҫса илчӗҫ. — Ҫапах та — ӗҫлесе илмен. Турӑ курать, пире пурне те йывӑр. Такасене шыва илсе пӑрахаҫҫӗ, анчах сурӑхӗсем вӗсем хыҫҫӑн каясшӑн пулмаҫҫӗ. Вут ҫути ҫӗр ҫине мӗлтлете-мӗлтлете ӳкет; уйӑх ҫутатать пулин те, хӗрлӗ вут ҫути хыҫӗнче тавралӑх хуп-хура курӑнать. Сылтам енчи кӗсменсем симӗсрех таса шыва авӑсрӗҫ-ха, сулахай енчисем тӑрӑх юн тӗслӗ хӗрлӗ шӗвек юхрӗ ӗнтӗ. Ирхине, ҫуртара пӗр вершукӗ ҫитмест пулсан, е эпӗ, хӑййине шыраса тупса, ӑна ҫуннӑ ҫурта чухлӗ хуҫса хумасан, кухняра шутсӑр ҫиленсе ҫуйхашасси пуҫланса каятчӗ, пӗрре вара Викторушка тарӑхса пулат ҫинчен каласа хучӗ: — Чарӑнӑр-ха ӗнтӗ тулашма, анне! Вӑл вара, ӳсӗркелесе, пусма вӗҫне ларса сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, лейка илсе, пахчаналла тухрӗ. Халӑх та Гришкӑна ҫеҫ пӑхать, пирӗн ҫине пӑхма тӗлленмеҫҫӗ те пулӗ. Челкаш ӑна, юлашкинчен, тӗксе ячӗ те ура ҫине сиксе тӑчӗ, аллине кӗсйине чиксе илсе, Гаврила ҫинелле хут укҫасене персе ячӗ. Кун пеккине вӑл пӗрре таҫта курнӑччӗ… Суккӑр ача ҫаратни ҫинчен, вун сакӑр ҫулхи хӗр хама кӗҫ-вӗҫ шыва путарма тӑни ҫинчен пуҫлӑхсене каласа панӑ пулсан, ытла та кулӑшла пулмӗччӗ-ши вара? Леҫсе парас теменнисем пӑшалӗсене ҫӗрле тӳрех шоссе ҫине кӑлара-кӑлара пӑрахрӗҫ, вӗсене ирхине нимӗҫсен патрулӗсем пуҫтарса ҫӳрерӗҫ, урапа ҫине тиесе, комендант патне леҫсе пачӗҫ. Вӗсем Павел пӳлӗмӗнче чылайччен калаҫса ларчӗҫ. — Хӑвӑрах куратӑр. Алексей Иваныч чӑн та ӗнтӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫын. Лайӑх ратнерен, пурлӑхӗ те пур унӑн; анчах та венчет вӑхӑтӗнче пурин куҫӗ умӗнче унпа чуптӑвасси ҫинчен шухӑшласанах… — Ҫаплах ара. Анчах, вунӑ утӑмсем тунӑ хыҫҫӑн, Ромашов, илемлӗ дама куҫӗсене тепӗр хут тӗл пулас тесе, кӗтмен ҫӗртенех каялла ҫаврӑнчӗ те, хӗрарӑм та, ун ҫулташӗ те, ӑна хыҫӗнчен пӑхса, киленсе-исленсех кулнине курах кайрӗ. «Эсир, мучи, ҫак ача ашшӗ пулатӑр пулсан, ӑна хӑвӑрах тӑрантарса, пӑхса ӳстерӗр». Унтан акӑ Галя килет, унӑн каранташӗ хут тӑрӑх чӑштӑртатса шума пуҫлать, вара каллех асран кайми кунсем ҫинчен сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, йӗрке хыҫҫӑн йӗрке тухса пыма тытӑнать. Кунтан нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук: император хушнипе врачсем пичкесенчи эрех ҫине ҫывӑрттаракан эмел хушнӑ-мӗн. Анчах пӗрене хӳме тытса ҫавӑрнӑ пӗчӗк ялсӑр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмасть. — Сасартӑк вӑл тарӑн ҫӗрелле пӑрӑнса кӗрсе шыва путсан? — Авӑ мӗнле иккен. Ҫав чӑрик сасӑллӑ кадет та, вӑл та пулин, — илтетӗн-и эс? — калать: авланас та ҫар чаҫӗн командирӗ пулас. * * * Мӗнле сыхланса юлнӑ-ха Джемма Санина панӑ хӗрес, мӗншӗн калла паман-ха вӑл ӑна, мӗнле пулнӑ-ха ку, мӗнле пӗрре те тӗл пулман-ха вӑл ӑна ҫак кунччен? Вӑл лӑпкӑ юморист пулнӑччӗ; вӑл та тата шӳт тукаланисемпе мастерскойӗнчи усал кичемлӗхе сирсе яма тӑрӑшатчӗ, — шӑмӑллӑ та тӗксӗм питне аялалла усатчӗ те хӑйӑлтатакан сассипе калатчӗ: — Халӑх, пулат ҫине ҫӗклентернӗ ҫыннӑн сассисене итле… Синопа арӑслана малти уринчен тытса ҫӗклеме хӑтланнӑ, анчах унӑн вӑйӗ ҫитеймен. Нимӗнле судье те ҫапла ҫапнисене тӗрӗс мар тесе калама пултарайман пулӗччӗ. Ҫаксене пурне те лайӑхрах пӑхсассӑн, ҫилленес вырӑнне, пирӗн чӗре чӑн-чӑнах станца пуҫлӑхне хӗрхенекен пулса тӑрать. Танк ҫулӗ ҫинче сасартӑк пӗр боец кӗлетки курӑнса кайрӗ. Аптрамалла санпа… — Калатӑп-ҫке эпӗ сире, хам ухмах тесе, — кӑшкӑрарах каласа хучӗ мӗскӗн итальянец ним тума пӗлмесӗр: — ҫак лара-тӑра пӗлмен ача ҫӗрӗпех канӑҫ памарӗ мана, юлашкинчен, вара паян ирхине эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм! Капитан салху ҫын пулчӗ. Инсаров ӑна пӗтӗм чун хавалӗпе ыталаса илчӗ. — Питӗ пысӑк-и Австрали? — тесе ыйтрӗ Роберт. Халӗ салтаксене халӑха хӗнеме яраҫҫӗ, тет. Эпӗ карап ҫинче пӗчченех юлтӑм. Отлив пуҫланнӑ ҫеҫ-ха. Вунсакӑр-ҫирӗм ҫула ҫитнӗ ҫамрӑк ачасемпе хӗрсене ҫеҫ ҫаптарасран хӑтарчӗҫ. — Нигилизм пур инкеке те пӗтерме тивӗҫлӗ, эсир вара, эсир, пире ҫӑлакансем, пирӗн паттӑрсем. Вулич манӑн червонецсене хӑйӗн кошелокне чиперех пуҫтарса чикрӗ. Хӗрсе кайнӑ ӳт-тирсем вӑрах хушӑ хусканса тӑнӑран та паркетран тусан ҫӗкленнӗрен, залӑра пӑчӑланса ларчӗ, ҫурта ҫутисем те тӗтре ӑшӗнчи сарӑ пӑнчӑсем пек ҫеҫ курӑнакан пулчӗҫ. — Мӑкшӑсем нумай, чӑвашсем… Вӑл хурӑн айне, кӑшт нӳрӗрех, кӑмпа шӑрши кӗрекен мӑк ҫине выртрӗ те, конверт ӑшӗнчен хуллен кӑна Оля ҫыруне кӑларчӗ. Вӑрҫӑ турри, полковник юлташ, ниҫта та ҫухалса кайма тивӗҫ мар. Алло! Тимур ҫывӑрать. Рита ятлӑ йытти ӑна урипе хулпуҫҫийӗнчен тӗртрӗ. Ҫилленсе кайнӑ Бекки уроксем пуҫланассине аран ҫеҫ кӗтсе илчӗ, — унӑн Тома пӑснӑ кӗнекешӗн ҫав тери хӗнеттересси килчӗ. — Ӑнлантӑм, — терӗ Нина Капитоновна. — Ыйтать: мӗншӗн-ха, тет, ӑна арӑмӗпе пӗрлех вӗлернӗ? Ҫапах та, халӗ «Пилигрим» хӑвӑртлӑхне тӗрӗс пӗлме, карап мӗн чухлӗ кайнине шутлама май ҫук пулин те, унӑн хӑвӑртлӑхӗ чакманнине лагсӑр та ҫӑмӑлах асӑрхама пулать. Килсемччех. Ун чухнехи ют ҫӗршыв ҫыннисем унӑн пултарулӑхӗнчен чӑннипех те тӗлӗннӗ. Ҫапах та ҫынсен кӑмӑлӗ ҫӗкленнӗ: аслӑ шывӑн чиккине ҫитессе сиснӗ вӗсем, тен, чечеклӗ утравсем те курӑнса кайӗҫ, унта шыв та, ҫимӗҫ те пулать, тенӗ вӗсем. Ҫакӑн ҫинчен калаҫнӑ май вӑл пӗтӗм кӗлеткипе тӑсӑлса, карӑнса тӑнӑ, пӳлӗм тӑрӑх вӑрӑм урисемпе утнӑ, унӑн мӑйӗ — ҫинҫе, кӗпе ҫухавийӗ ҫителӗклех аслӑ пулнӑ пулин те, пӳрнине ҫухи хыҫне чиксе ярса, мӑйне пӑркаланӑ. Пӳрт мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлчӗ, ӑна юсаттармарӗҫ, сада та йӗркене кӗртмерӗҫ. — Апла пулсан, вӑл чул пекех ҫирӗпскер шывра путмалла? 90 ҫулта — феодалла йӗрке тӗп пулнине; Петя-ши? Вӑл хӑйӗн умнелле тӗтреллӗн пӑхса ларнӑ, тутисем унӑн кӑштах чӗтренсе тӑнӑ… Сассуна чӗре варнеллех антарса ҫитер. Пӑван тӳрех Монтанелли куҫӗнчен пӑхасшӑн пулчӗ. Ежов, ура ҫине сиксе тӑнӑ та, ҫӑмӑллӑн кӑна: — Эпӗ мар ӑна, Иван Андреевич. — Гордеев! — тесе хунӑ. — Шухӑш-кӑмӑл енчен вӑл чи ирӗклӗ халӑх, — кулса илчӗ манпа калаҫса ларакан ҫын. Пӳлӗмре тӑтӑшах икӗ сасӑ, пӗр-пӗринпе тавлашакан ҫынсен сасси, шавласа тӑчӗ. — Нивушлӗ? Ҫак ҫынсем ӗлӗк уҫӑ кӑмӑллӑ пулнипе, тӗрӗслӗхпе, ирӗклӗхе юратнипе, хастарлӑхпа, тата тӑван ҫӗршывне юратнипе палӑрса тӑнӑ пулнӑ. — Каллех паёк илме пуҫлас, терӗм. — Куратӑр-и, Супрун еплерех! Ыттисем мӗнле пурӑннине тата мӗн-мӗн тунине кура ҫеҫ, ыттисем пурӑннӑ пек ҫеҫ пурӑнакан этем пулман вӑл: хӑйӗн мӗн-мӗн тӑвас килет, ҫавна тунӑ, ыттисем вара, ӑна кура, вӑл тунӑ пек тунӑ та, аван турӑмӑр тесе шутланӑ. — Мана чикӗ хӗрринче мар, инҫетерех вырӑнта арестлеме пултараҫҫӗ. Каллех малта хураскер курӑнса кайнӑ. Белграда илмерӗр-и? — илтӗнсе тӑчӗҫ ҫав вӑхӑтра пур енчен те сасӑсем. — Эсӗ-и, Яша? Мӗн пурри хӗвел ҫинче йӑлкӑшса тӑрать, сулхӑнра ҫавсемех пӗтӗмпе хура курӑнаҫҫӗ. Иртӗхтернӗ ханттарсене! Чартков ҫак таса мар картинӑсем умӗнче нумай вӑхӑт хушши вӗсем ҫинчен ним шухӑшламасӑр тӑчӗ, ҫав хушӑра фризӑвӑй шинель тӑхӑннӑ лавкка хуҫи, вырсарникунранпа та сухалне хырманскер, ӑна мӗнле картина килӗшни ҫинчен ыйтса пӗлмесӗрех паҫӑртанпах вӗсен хакӗсене каласа тӑрать. — Чӳречӳ ӑҫтарах вара сан унта, Суламифь? — Бас хирӗҫсе тӑмасть ав. Ҫынсене ма култарас?.. Петька, аптӑранӑ енне, комитета тепӗр хут кӗрсе «Пичче авланман-и?» тесе ыйтса пӗлчӗ. «Пеместӗп, — терӗ Силвио, — ман кӑмӑл тулчӗ: эпӗ эсӗ хӑранине куртӑм, сана хама пертертӗм. Павел Петрович Аркадий ҫине: «пытармасӑр каласан, санӑн тусу хӑйне пите шутлакан ҫын» — тесе каласшӑн пек пӑхса илчӗ. Ҫак вӑхӑтра Жоржетта яшкине ҫисе пӗтерчӗ те, пиччӗшсене шыраса тавралла пӑхкалама пуҫларӗ. Лешсем чӳрече ани ҫине чӗркуҫленсе ларнӑ та, ҫамкисемпе пӗр-пӗрне перӗнес пекех пӗшкӗнсе, йӗпе кӑпшанкӑ ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ. Вӗсем, «пӗчӗкҫӗ тискер кайӑка» хӑратас мар тесе, хуллен сывлаҫҫӗ, кӑпшанки вара, хӑй ҫине ытлашши тинкерсе пӑхнипе кӑмӑлсӑрланса, шума чарӑнчӗ те вырӑнтан та хускалмарӗ. Гленарван арӑмӗ патне чупса пычӗ. — Сире каласа пачӗ-и вӑл? — тесе ыйтрӗ. Ҫӑралса ларнӑ сасӑсен ула-чӑла шавӗ ҫӗҫӗсем чӑклатнипе, бильярд шарӗсем ҫапӑнса шаклатнипе те кухня алӑкӗ хупӑна-хупӑна хаплатнипе хутӑшса пӗрлешнӗ. Унӑн аллине чуптумалла чухне, мӑн ҫынсем мӗнле чуптунине асӑрхамасӑр, эпӗ чӗтресе турӑш питӗнчен, тутинчен чуптуса илтӗм. Кунсерен хӗвел тухсанах утма тытӑнса хӗвел анса ларичченех таркӑнсем вӑрмансемпе тӳрем ҫӗрсем тӑрӑх пыраҫҫӗ. Вӑл портрет ҫине тата ытларах тинкерсе пӑхрӗ. Вӑл Каса-дель-Корво ҫинелле пӗр-ик хутчен пӑхса илнине курсан, Луизӑна пӑртак ҫӑмӑл пек туйӑнса кайнӑ, Морис рашча патӗнче чарӑнса, нумайччен гасиенда еннелле тинкерсе пӑхсассӑн, Луиза татах та хӗпӗртенӗ. Никама та эсир чӗрепе юратмӑр, мӗншӗн тесен чӗрӗр сирӗн сивӗ, ӳркевлӗ, хӑвӑра юратакансене вара эсир нумай хуйхӑ кӳрӗр. Эпӗ ӑна ҫавӑн чух, октябрӗн пиллӗкмӗшӗнче, ҫӗҫӗпе вӗлернӗ тесе шутлаҫҫӗ. Мӗнлескерсем? Ҫав 103-мӗш статья пуринчен те ытларах вӗсен халлапӗсен теми пулса тӑратчӗ, анчах вӗсем ун ҫинчен, хӗллехи сивӗсем пек ниепле те хӑтӑлма май ҫук япала ҫинчен калаҫнӑ пек, лӑпкӑн калаҫатчӗҫ. — Ҫук. Ку такана шутлама юрамасть, мӗншӗн тесен эпир унӑн виҫӗ пайне ҫирӗмӗр те ӗнтӗ. Ҫавна пула хаярлӑх ӳсет. — Мана хушрӗҫ, капитан юлташ, — терӗ Умрихин. Альтман парӑнмарӗ. — Мана-и? Эсир ҫак пирӗштие пиртен уйрӑлса кайиччен курас тетӗр пулсан, тӑхтаса тӑмасӑр тухса килӗр. Ӑна хӑйне те ӗнтӗ тивӗҫлипех мухтамалла: ун пек горничнӑй манӑн арӑмӑн ку таранччен те пулман, чӑннипех пулман: пӑхма пӗлет, хӑйне тӑп-тӑп тыткалать, мӗн каланине итлет — пӗтӗмӗшпе каласан, горничнӑя урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Макар, тунсӑхлама пуҫласа, ӑна курма Шахтыне вӗҫтерсен вара? Бекки, стена патнелле ҫаврӑнса, кӗтесре макӑрса тӑрать. Ҫав ҫӗр эпӗ сана хирӗҫ кушакла макӑрма пултараймарӑм: мана мӑнакка астуса сыхласах тӑчӗ. Анчах ҫапах та контрреволюцилле вӑя Яков Лукич хутшӑнӗ-ши вара? Тавар вагонӗсенчен лашасем ҫавӑтса тухаҫҫӗ. Вӑл Якова яланах хула хӗрринче, Ватаракша урлӑ хывнӑ кӗпер патӗнче сыхланӑ, кӗтмен ҫӗртен ҫӗр айӗнчен тухса тӑнӑ та, ҫине тӑрсах, хӑйне тивӗҫлӗ пекех, хӑйӗн картузӗ ӑшнелле пӑхса, укҫа ыйтнӑ. Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ. Тихон каларӗ: ухмахсене ҫеҫ хӗнеҫҫӗ, терӗ. «Тепӗр сехетрен, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — пирӗн пӗр пуля та, тар та, кӑвайт та пулмасть. Пултараҫҫӗ-и-ха кит тытакансем ҫак тупӑшран пӑрӑнса иртме? — Эхе, Гейка, сывӑ-и? — Леш ҫыранта вара? — Унта мӗнле те пулин хӑрушлӑх пуррине асӑрхасан, эпӗ кимӗрен те тухмӑп. Вӑл хура санлӑ пулни мана анратса ячӗ. — Эсӗ Мерине качча илместӗн-и эппин? Пӗтӗм державӑра мӗн чухлӗ раскулачить тунӑ хуҫасӑр йыта чупса ҫӳрет? Сулахая пӑрӑнчӗҫ те шоссе тӑрӑх чугун ҫулӑн тӗп склачӗсем ҫумӗпе утрӗҫ. Бетонран тунӑ тӗксӗм те салху ҫуртсем вӗсем. Тепри, ҫӑварне карса, аллисене малалла тӑсса тӑраканни, лайӑх курас тесе ҫынсен пуҫӗ тӑррине те хӑпарса кайнӑ пулӗччӗ. — Эпӗ хама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлсе ҫитрӗм. — Ҫук! — терӗ вӑл пӗр утӑм каялла чакса. Бал пуҫланиччен пӗр ҫур сехет малтан ман пата армейски пехотнӑй мундирне ялкӑштарса Грушницкий пырса кӗчӗ. — Ӑҫта каятӑн эсӗ? — Кӑмӑлӑр пулсан, хӑть ыранах. Егорушкӑна кашӑк пачӗҫ. Пӳлӗмре, икӗ чӳрече хушшинчи ҫӗмрӗк тӗкӗр айӗнче, сӗтел ларать. Ун ҫинче казна хучӗсем купаланса выртаҫҫӗ, темиҫе пукан ларать, тимӗр кровать пур, ун ҫине таса вырӑн сарса хунӑ, кровать тӗлӗнчи стена ҫумӗнче пӗчӗкҫеҫ кавир ҫакӑнса тӑрать. Марья Васильевна патне пыракан хӑнасене те лайӑх йышӑнатчӗ вара. Тытмастӑп! — Мана тата ҫапла каларӗҫ, — терӗ Назарка, Устенька ҫывӑхне пырса, — шӑтӑк алтса, унта хӗрсене, ҫамрӑк каччӑсене савманшӑн, лартаҫҫӗ, тет. — Вара вӑл каллех хӑй юратнӑ пек хуҫланса илчӗ, кун хыҫҫӑн пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ; Ергушов тени вара ун чухне, юнашар ларакан Марьянкӑна сиктерсе хӑварса, вата казачкӑна ытала пуҫларӗ. Кун хыҫҫӑн кӗтсе пӑхатпӑр. — Итле-ха, Плутон, — тесе каллех сӑмах тапратнӑ Зеб, — кам сирӗн лашасене таканлать? — Чӑнах та-и? — Запас хӑвармалла-и? Тайный советник — мӗнех вара! Бизонсем ӑна хӑйсен хушшинчи чӗрчунсем вырӑннех шутланӑ пулмалла. Хӗрлӗ Тӑрна лаши тапӑртатма пуҫласанах ватӑ бизонсем пуҫӗсене тӑсса ун ҫине пӑхса тӑнӑ. Тепӗр тесен, кам тӑрӑшнӑ-ха вӗсемшӗн? Вӑл хайне мӗн кирлине хатӗрлесе алӑк патӗнче звонок янрасса ҫеҫ кӗтсе пурӑнчӗ. Вара старик ҫамрӑк ҫынна хулпуҫҫинчен ачашшӑн лӑпкаса илчӗ. — Явӑл патне тасалӑр эсир иксӗр те! — кӑшкӑрчӗ Ромашов. Килсе ҫитнисем хуллен ҫеҫ ҫанталӑк мӗнли ҫинчен, вӑрҫӑ ҫинчен сӑмахласа лараҫҫӗ. — Мӗн вара: юрать! — Ох, мӑйракаллӑ шуйттансем! «Мӗнле усал сӗтӗрсе кӗнӗ сана, кума, ҫак лапчӑк пурте?» Вӑл такама ҫилленсе чӗнмесӗр ҫӳренӗ пек е хӑйне чир ӗмсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Манӑн малтан сисесси пур… Ҫак ҫын кам иккенне тӗплӗн пӗлме просвир пӗҫерекен Ерданскаяна хушса хӑварса, хула ҫыннисем, чансем янӑратнӑ май, килӗсене кукӑль ҫиме саланчӗҫ, Помялов хӑй патне каҫхи чей ӗҫме чӗннисем — ун патне, хӑмла ҫырли пахчине кайрӗҫ. Урӑхла пулма та пултарайман. Корытов сехет ҫине тата Воропаев ҫине пӑхса илчӗ те пуҫне ҫилӗллӗн сулкаласа илчӗ. — Мӗншӗн-ха эпӗ валеҫес пирки сӑмах тапратрӑм пуль тетӗр эсир? — мирлӗн калаҫма тытӑнчӗ вӑл, хӑй Макариха ҫине тем пек ҫиленнӗ пулин те. Гусев Лося чавсипе тӗкрӗ. — Епле ырӑ ҫын эсир! — ҫавӑн пекех йӑвашшӑн каларӗ ӑна хирӗҫ Наташа, унӑн аллине хӑвӑрт тытса пӑчӑртаса. Манӑн пӗтӗмпех хатӗр — кантра-пусма, ун валли ҫекӗлсем, — ман хуҫа хунар ҫутаканӗ пулать… Мӗн сана, ватӑ ҫынна, урӑх ӗҫе хутшӑнма. — Кайса шалча илсе кил-ха… Эсӗ!.. Ку ҫырӑвӑмра ӗнтӗ уйрӑлни те, ҫылӑх каҫарттарни те пулӗ: чӗрем сана юратма пуҫланӑранпа унта мӗн тулса ҫитнине йӑлтах кӑтартмалла манӑн. Арӑмӗн килӗшӳллӗ тӑрӑхла пичӗ ҫине кулӑ сӑнарӗ хутран-ситрен ҫеҫ килкеленӗ, — яланах вӑл темӗн ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ, сулхӑн та лӑпкӑ кӑвак куҫӗсенче хӑш чух, темӗнле, тӗксӗмленни, ютшӑнни йӑлтӑра-йӑлтӑра кайнӑ. Анчах манӑн чӗре таса. — Ҫапла! Кашни кунах манпа пӗрле сунара ҫӳрет… Пӗр хресчен вара кавалеристсен йӗнерӗпе йӗнерленӗ тимӗр кӑвак лаша ҫавӑтса пычӗ. — Ак кӑна тата? — Пӑхӑр-ха, ҫамрӑккин пуртӑ пур! — Юратнӑ ывӑлӑм, — терӗ сасартӑк анне, — укҫана ил те чуп. — Тӑхтӑр-ха! Карл Иваныч питӗ ӑста ҫыпӑҫтаратчӗ, ку ҫаврашкана вӑл вӑйсӑр куҫӗсене йӑмӑхтаракан ҫутӑран хӳтӗлеме хӑй ӑссӗн шухӑшласа тупса тунӑ. — Эсӗ мана хӑвӑр улпутӑр тесе хисеплеместӗн иккен, юрать, — терӗ вӑл. Доктор, килӗр-ха ман пата. Ун телейне, Динго ҫаплах-ха, ҫыран ҫине пӑхса, хурлӑхлӑн уларӗ, кок енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. — Ӑна та шеллесех каймарӑн пулас? Тинӗс хӗрринче, хӑйӑр ҫинче выртакан вӑрӑм ҫынпа ҫумӑрсӑр пуҫне, чылайччен нимӗн те курӑнмарӗ. Ку ӗнтӗ тӑп-тӑрӑ пӗлӗт ҫинчех аслати кӗрлесе янӑ пек пулчӗ. Женя, хӑйне хӑй манса кайса, урипе тапса илчӗ те, чышкисене чӑмӑртаса, кӑшкӑрса ячӗ: — Ҫапла ҫав… пӗр айӑпсӑрах… Хура хӑлатсем ӗлӗкхи пекех ун тӗлӗнче ярӑнса ҫӳренӗ. — Астумастӑп. Мӗнле пулма пултарчӗ-ха ҫапла, ҫак ҫынсем килчӗҫ те пирӗн пата, тӗнчере чӑнлӑх та, чыс та ҫук пек, аманнӑ ҫынсем ҫине путсӗрен пеме хӑйрӗҫ? Тӗнчере ҫук-им ӗнтӗ хама шкулта вӗрентнӗ йӗркеллӗх, е ҫынна мӗн ачаранах тулли кӑмӑлпа хисеплесе те юратса тарасси ҫук-им ӗнтӗ тӗнчере? Хам янӑ ҫырӑва хирӗҫ ответ илессе тӳсеймесӗр кӗте пуҫларӑм; лайӑх хыпар илессе шанма хӑяймасӑр, ҫав вӑхӑтрах килес ҫыру аван мар пулассӑн туйӑнса аптӑратнине пусарса лартма тӑрӑшатӑп. — Пурпӗрех ҫумӑр чарӑнассине кӗтсе илейместӗн… — Ия, ӑна ырӑ кӑмӑллӑ мужик теме пулать пулӗ, ҫав… Анчах кулӑшласкер. Вӗсем пӗр вунӑ минута хушши сӳтсе яваҫҫӗ, анчах мӗн тӑвасси пирки нихӑшӗ те ӑслӑ план пама пултараймасть. Анчах «Пилигрим» ҫинчи ҫынсемпе вӑл мӗн тума шутланине Гаррис тавҫӑраймарӗ-ха, ҫавӑнпа:— Кала-ха тата, мӗн тӑвасшӑн эсӗ хӑвӑн унчченхи юлташусемпе? — тесе ыйтрӗ. — Эп вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрса яратӑп, — ним тытӑнса тӑмасӑр тавӑрчӗ Негоро. «Пуҫне мӗншӗн витсе хунине ӑнланчӗ. Халӗ ӗнтӗ Тимура ӑсатмалла мар, унӑн амӑшне хӑйне телеграммӑпа кунта дачӑна чӗнсе илмелле. Унтан ҫынсем ҫапах та ачасене кимӗ ҫине лартнӑ та пӗр ҫурта илсе кайнӑ, каҫхи апат ҫитернӗ, икӗ-виҫӗ сехет кантарнӑ та унтан килне леҫсе хӑварнӑ. Эпӗ ӑна Петькӑпа иксӗмӗр Туркестана кайни, Мускава килсе лекни ҫинчен каласа патӑм. Эсир мана асра тытма, ман ҫинчен шухӑшлама тата мана кӗтме тивӗҫ, мӗскӗн ҫын. Ҫаксене шута илсе, вӗсен пухӑвӗ ман хуҫана манпа ытти ехусемпе хутшӑнса калаҫнӑ пекех калаҫма е мана, хам ӑҫтан килнӗ, ҫав ҫӗршыва кӑларса яма сӗнӳ панӑ. Ҫак пӑнтӑх шӑршиллӗ тӗттӗм кӗтесре, ҫак ирсӗр местечкӑра, географи карттисем ҫинче ячӗ те пулин ҫук-ҫке унӑн, ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӗрмешкӗн ниушлӗ эпӗ ҫынлӑх тӗлӗшпе ҫав тери интерессӗр те хӗрарӑмлӑх енӗпе илемсӗр! Унӑн хырса якатнипе ҫуталса тӑракан пуҫӗ ҫинче суран ҫӗвекӗсем йӗрленсе тӑраҫҫӗ. — Беглых туса пынӑ выводсене хамӑрӑн решени никӗсне хурса йышӑнӑпӑр, ҫапла-и? — ыйтрӗ секретарь. Татариновсен патне алла тытнӑ чечекпех пытӑм та, ку вара мана самай иментерчӗ: Энскӑри сад хуҫалӑхӗнчен Петькӑпа иксӗмӗр левкойсем тататтӑмӑр та вӗсене эпир ҫупкӑм-ҫупкӑмӑн туса спектакльсем иртнӗ хыҫҫӑн пилӗкшер пуса сутаттӑмӑр, ҫавӑнтан вара эпӗ алла чечек тытса пӗрре те урам тӑрӑх иртмен. Настасья Петровна савӑнсах кайрӗ, сӑмавар лартма хатӗрленчӗ, анчах Иван Иваныч, питӗ васкаканскер, аллине сулчӗ те:— Чейпе-сахӑрпа аппаланса тӑма вӑхӑт ҫук пирӗн. — Вӑл Австралири йытӑсен йӑхӗнчен пулсан та, ӑна Хӗвеланӑҫ Африкӑра тинӗс хӗрринче тупнӑ! — Тимлӗн итлӗр. Эпӗ — ватӑ ҫын, мана тӗрлӗ капиталсемпе наградӑсем кирлӗ мар, анчах сана ӗмӗрлӗхех телейлӗ тӑвасшӑн: эсӗ ман шухӑш ҫинчен центрти влаҫа ҫырса пӗлтер-ха, вара хӑвна вӑрҫӑшӑн панӑ пек орденах илетӗн. Вӑл калани вӑрӑм пулсан та, питех те киленсе итлемелле пулчӗ. Вакуленко, бандит пулькинчен виличчен ӗҫрен тарнӑшӑн, суда лекме килӗшсе, ирхине хулана тухса тарнӑ. Пӗчӗк йытӑсен те ҫавнашкалах пулать: пӗр-пӗр пысӑк йытӑ вӗсен ушкӑнне хутшӑнса чун-чӗререн выляма тытӑнать пулсан, уншӑн вӗсем ним чухлӗ те хӑрамаҫҫӗ. Эпӗ ҫавӑнпа усӑ куртӑм та унӑн ыррине нумай курса юлтӑм. — Гоголь урамӗнче, ӗлӗкхи Маркузе ҫуртӗнче. Эпӗ ку пӳрте пӗлетӗп-ха. Ҫапла вара мустангера хирӗҫ тавӑрасшӑн ҫунни урӑх май ҫавӑрӑнать — хӗрлӗ ӳтлисене тавӑрас пулать. Хӑнӑхнӑ йӑлапа португал хӑйне ӗҫлӗ ҫын пек тыткаларӗ. Ун ҫине тата пилӗк негр ҫине — ҫакӑн пек шанчӑклӑ та чӑтӑмлӑ ҫынсем ҫине пӑхса, Уэлдон миссис, ача амӑшӗ, шанӑҫа ҫухатма юраманнине туйса илчӗ. — Мендосӑна та мар. Сирӗн, хаклӑ ҫыннӑм, спиртра ирӗлтернӗ атӑ тасатмалли крем ӗҫес пулать, — шӳтленӗ пек хушса хучӗ вӑл. Анчах ҫак пит инҫетри ҫӗршывра аслӑ пуҫлӑхсен кӑмӑлӗсем государство ӗҫӗсене сӗмсӗррӗн улӑштарма пултарнине эпӗ пӗртте кӗтменччӗ. — Ҫанталӑкӗ кун пекех пулсан, тунсӑхланипех ҫӗрме пуҫлӑн! Анчах пуринчен те усалли — пӗр тумлам эрех те ҫук. Пулаҫҫӗ-ҫке ҫавӑн пек чӗреллӗ, шеллесе ялан тӑрӑшнипе пӗрлех, хӑй ҫинчен манса, лӑпкӑн юратма юриех ҫуралнӑ ҫынсем; ют ҫын хуйхине пусарма, ӑна ҫӑмӑллатма тӑрӑшасси вӗсемшӗн сывлӑш пекех, чун-чӗре хушни пекех кирлӗ пулса тӑрать. Паҫӑр Микитепе иккӗш кӗрте путса ларнӑ лапамрах Ваҫили Андрейч путса ларнӑ, лаши ӑна каялла ҫуна патне илсе пырать мӗн, ҫунаран пӗр 50 утӑмра лаши ҫинчен сиксе аннӑ мӗн. — Вӑт ку лайӑх! Эпӗ уҫланкӑ патне ҫитнӗ ҫӗре хӗвел самай ҫӳле хӑпарнӑччӗ ӗнтӗ, уҫланкӑ леш енче хайхи шурлӑхчӗ, ун тӑрӑх пӗртен-пӗр сукмак пек лапчӑннӑ йӗпе курӑк выртать. — Ҫунтарасса сисрӗҫ ҫав шуйттан ҫурисем! — хавасланса каларӗ тахӑшӗ. Тӳммӗрсене вӗҫертсемӗр ӗнтӗ е пачах та хывсах пӑрахӑр». Ытти унта… каламалӑх та ҫук! Османа тухтӑр суранлатман пулмалла, такам урӑххи пенӗ пуль. Малтанласа эпир йӑнӑшнӑ пулнӑ… Ҫавна эпир суранне курсан тин пӗлтӗмӗр. Эпир пӗрне-пӗри чӑтаймастпӑр. Эпӗ сӑмахсен пӗлтерӗшӗсене аран-аран ӑнкарма пуҫларӑм, анчах профессор эпӗ ыйтуллӑн пӑхмассерен пуҫне пӑркаларӗ тата, ассӑн сывласа, «ҫук» тесе кӑна ларчӗ. Пӗр сехет каялла пӑрахут электромаяк патне пычӗ те, моряксем, ҫара пуҫӑн пулса борт ҫине тупӑк кӗртсе хучӗҫ, ӑна вӗсем ҫав тупнӑ палаткӑпах чӗркерӗҫ. О, аван пӗлетӗп эпӗ: Эсир — акӑлчансем — хамӑрӑн инҫетри ҫӗрсене колонизацилеме вӗреннӗ, эсир Ҫӗнӗ Зеландире электричествӑллӑ телеграф, пӗтӗм тӗнчери выставкӑсене тӑватӑр, ӑна ӗмӗртенпе пыракан ӗҫ вырӑнне хуратӑр. Пуп майри пӳрте кӗчӗ. Кӑштах лӑплантӑм та ӗнтӗ эпӗ, хваттере кайрӑм. Анчах хитре дачӑн чӗнтӗрлӗ хапхи ҫатах хупӑнса тӑрать. Сулхӑн садра, яштака та хурлӑхлӑ кипариссен айӗнче мӑнаҫлӑ, хускалми, чаплӑ шӑплӑх тӑрать. Ҫапла вӑл темиҫе хутчен те туса пычӗ. Талькав юмахри пек хӑтланса пынипе Паганель интересленме, Гленарван канӑҫсӑрланма пуҫларӗҫ. Хӑш чухне уйӑх та вӑрман ҫине ҫӳлех хӑпарать, вӗсем ҫаплах музыка итлеҫҫӗ. Ну, ҫапла… Пӗр сехет те иртмен, мустангер хӑйӗн турӑ лаши ҫине утланса, ҫула тухса кайнӑ, хӑй хыҫҫӑн вӑл лассопа кӑкарса тыткӑна лекнӗ хитре кӗсрене ертсе пынӑ. Хӗрарӑм асапланнине курнипе ырӑ кӑмӑллӑ старик хӑй те хӗрарӑмла шухӑшлама пуҫлать. Хӑйӑр ӑшӗнче слюда катӑкӗсем нумай, вӗсем уйӑх ҫути ҫинче тӗксӗмӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, ҫавна курсан, пӗрре эпӗ Окари сулӑ ҫинчен шывалла пӑхса выртни аса килсе карӗ, — ҫавӑн чухне ман пит патнеллех сасартӑк пӗчӗк ҫупах пулӑ ишсе тухрӗ, хӑяккӑн ҫавӑрӑнса тӑчӗ те, этем пит ҫӑмартийӗ пекех туйӑнма пуҫларӗ, унтан ман ҫине кайӑк куҫӗ пек ҫаврака куҫпа пӑхса илчӗ, шыв ӑшнелле чӑмрӗ те, вӗрене ҫулҫи ӳкнӗ пек чӳхенкелесе, тӗпнелле анса карӗ. Бухтӑра карапсем ярӑна-ярӑна ларчӗҫ, вӗсен парусӗсем ҫатӑлтата-ҫатӑлтата илчӗҫ, кимӗсем шампӑртаттара-шампӑртаттара иртрӗҫ. Юптарса калани ҫав тери паллӑ, ӑна ӑнлантарса пама та кирлӗ мар… — Кунта эсир капитан, сэр, распоряжени парӑр! — терӗ аслӑ сасӑпа мистер Трелони. Тепӗр тесен, ку ӗмӗтсӗр сутуҫсене ырри нимех те кӗтмен. — Тӗрӗс, — терӗ Гленарван. Пурӑн, пуринпе те пӗрле пек, анчах ху пӗчченнине астусах тӑр; кашни каланинех итле, никама та ан ӗнен; куҫпа пӑхсах ӗненсен, чалӑш виҫсе пӑрахӑн. Ку — суккӑрӑн юратнӑ вырӑнӗ. — Шутламастӑп; анчах, кирек мӗнле пулсан та, — урӑх ним тума та ҫук. Чакака е кӗпшӗл-кайӑка, е мулкача тӗл пулсан, Алексей темиҫе хутчен те пистолетне кӑларса тӗлленӗ, ҫапах та кашнинчех пеме тытӑнса тӑнӑ. Пистолетра унӑн виҫӗ патрон ҫеҫ юлнӑ: иккӗшӗ тӑшман валли, виҫҫӗмӗшӗ, кирлӗ пулсан, хӑйне валли. Аслӑ чӗмсӗрҫӗ офицерсен пуххисене пырса ҫӳренӗ, апатланнӑ чухне… гето… ылттӑн чыхса тултарнӑ кушилккине, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, яланах хӑй умне сӗтел ҫине кӑларса хунӑ. Ӗмӗрте те унпа тӑрса курман эпӗ! — Ӗҫ укҫара мар, Елена; паспорт, сан паспорту, ун пирки мӗн тумалла? Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Доль хӗрринче ҫар тӑманнине пӗлсенех, вал Доле туртса илме, ӑна илнипе пӗрлех хула ҫывӑхӗнчи Мон-Доль сӑрта йышӑнса, сӑрт патӗнче ҫырана ҫавӑрса илме ӗмӗтленсе, Доль ҫине ыткӑннӑ. Пуп майри мана хирӗҫ тухса, хурлӑхлӑ хыпар каласа пачӗ. — Рабочисене валли таварпа апат-ҫимӗҫ тӑратакан кооперативӑн Шахтинскри уйрӑмӗн хатӗрлевҫи Поликарп Петрович Бойко, ку — манӑн помощник, хушамачӗпе Хижняк, — Вӑл алӑк патӗнче тӑракан юлташӗ ҫине тирпейсӗррӗн, хулпуҫҫи урлӑ пуҫ пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ. — Эпӗ сана нихӑҫан та, никама та тытса парас ҫук, — тесе мӑнкӑмӑллӑ сӑмах пачӗ Тоня. Вӑл пит пысӑк ӑслӑ ҫынах мар пулин те, мухтавшӑн тӑрӑшакансем ҫине мӑнаҫлӑн пӑхма май паракан вырӑн йышӑннине пула, чаплӑ шухӑшсемпе хӑпартланма пултарнӑ. Хытӑ йӗрӗнекен хӗрарӑмсенчен пӗри, йынӑша-йынӑша сиксе тӑнӑ та, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе хупласа тытса, хирти будка хыҫнелле кайса ҫухалнӑ. Эппин, пар-ха хӑвӑн чашӑкна, эпӗ сана турӑх ярса парам, — терӗ стрепке, Давыдов ӑшӑ сӑмах каланӑшӑн ҫав тери кӑмӑллӑ пулса. Палаткӑра пулькӑсенчен сыхланма май ҫук. Эпӗ ҫавӑншӑн хӗпӗртетӗп, тесе шухӑшларӗ Бекки. Чӑнласах вӑл хӗпӗртетӗп тесе хӑйне хӑй ӗнентерме хӑтланчӗ, анчах ҫапла тума питех ҫӑмӑлах пулмарӗ. — Мӗнрен… куратӑн-и… Мӗнренне эпӗ хам та пӗлместӗп… Хама ҫавӑн пек пысӑк хисеп тунишӗн эпӗ его величествӑна чӗреренех тав турӑм. Паян ӗнтӗ пӗтӗмпех каласа пама шут турӑм…» — Ҫапла ҫав, хаклӑ майор, — терӗ географ. Авӑ, кӑмака ҫинче Аничкӑн керосинки пур, эп ӑшӑтса парӑп… Тусӑм укҫине ҫӗре чикнине курас пулать-ҫке. Пурӑнӑҫӑн ӑслӑ туйӑмӗ мана ҫӑлӑнмалли пӗртен-пӗр ҫула кӑтартса пачӗ — эпӗ хулхушшине хамӑн тӳшеке, минтере, мучала ҫыххине илтӗм, пуҫа Ромаҫӑн тир тӑлӑпӗпе чӗркерӗм те — чӳречерен сикрӗм. Ҫавӑнпа та эпӗ кӑмӑлсӑр. Уэлдон миссис хӑйӑр ҫине тухрӗ те ун умӗнче чарӑнчӗ. Пушанса юлнӑ класра ан алхастӑр тесе, учитель ӑна, шухӑскере, аслисем патне иккӗмӗш класа илсе пынӑ, Павка чи хыҫалти парта хушшине кӗрсе ларнӑ. Кая юлчӗ. «Ҫапла, — шухӑшларӗ Яков, пир-авӑр тӗртекене ӑсатса ярса, — эсӗ кулатӑн, анчах эпӗ эсӗ мӗн шутланине пӗлетӗп…» Эс ху пӗлмен-им кунта килессе? Пӗччен Мана пӗр-пӗччене, выҫӑхнӑскере, хӗҫ-пӑшалсӑр ҫынна, йывӑр аманнӑ ҫынна нимӗҫ десанчӗ вырнаҫнӑ ҫӗртен икӗ утӑмри вӑрмана пӑрахса хӑварасси ҫинчен — иккӗленместӗп те — Ромашов малтанах тӗплӗн шухӑшласа хунӑ ӗнтӗ. Лизӑна Настя пӑхса пулӑшса тӑнӑ, вӑл Лизӑран аслӑрах пулнӑ, анчах Лиза пекех ҫӑмӑлттай хӗр пулнӑ. — Астӑватӑн-и йӑваш вӑрӑ Петруха ӗҫ ҫинчен мӗн каланине? Ҫакӑнпа пӗрлех вӑл хӑй халех, ҫийӗнчех Николаевсем патне каяссине ӑнланчӗ, тем тесен те каять. Вӗсем, ҫӗр хӑвӑлӗнчен ытла инҫе каймасӑрах, кунта пурӑнакан ҫынсене шыраса тупма тӑрӑшӗҫ; вӗсенчен хамӑра мӗн кирлине ыйтса пӗлсе, каялла таврӑнӗҫ. Кама ҫаратнӑ вара вӑл? Бюро партире тӑманнисене хӑйсен шухӑшӗсене калама ыйтсан, ҫак лутра кӑвак ҫӳҫлӗ ҫынна хирӗҫ пӗр алӑ та ҫӗкленмерӗ, сасӑланӑ чухне пӗри те ахаль юлмарӗ. Ку имение атте ҫав суда прошени паракан, ӗлӗк провинциальнӑй секретарь пулнӑ, унтан Коллежски ассесора тухнӑ Троекуровран 17 … ҫулхи августӑн 30-мӗшӗнче панӑ, К… уезд судӗнчи титулярнӑй советник Васили ывӑлӗ Кӗркури Соболев ҫирӗплетнӗ доверенность тӑрӑх илнӗ. Хӗвел хӑпара пуҫланӑ ӗнтӗ. Амантнӑччӗ мана, хама вӗлерсе пӑрахасса пӗлсех тӑраттӑм эпӗ. Аллисене пӑрса, ҫӗре ӳкерчӗ. Вӑл тахҫанах пулчӗ. Мӗнле ҫӗршыв тӑрӑх илсе ҫӳреҫҫӗ вӗсене вӑрҫӑ ҫулӗсем, чӗрӗ-ши вӗсем? Пысӑк ҫапӑҫура аркатса тӑкнӑ Вандея партизанла пӗчӗк вӑрҫӑ хӳтлӗхне куҫнӑ: ку чӑн-чӑн вӑрҫӑран та хӑрушӑрах пулнӑ. Тихон ҫӗлӗкне тытрӗ те, ӑна аллинче лӳчӗркесе, каллех мӑкӑртатма пуҫларӗ: — Хӑвӑр чеелле ухмахланни сире хӑвӑрах пырса ҫапрӗ. «Мӗн тума шухӑшлас ун ҫинчен, савнӑ чиперккем! Хайхи, таса тунтикун ҫатмасене хӗртсе тасатнӑ пек, сире вут ҫинче ҫунтарас пулать. — Тен кам та пулин ыйтса пӗлме шутлать? — терӗ Сиротенко. Вӑл хӑй пурнӑҫӗ ҫинчен Николая каласа панине астӑватӑп эпӗ, — хӑрушӑ ун вырӑнӗнче пулма!» Пичӗ тӑрӑх сивӗ тар пӗрчисем юхаҫҫӗ. Манӑн ӑна курмалла. — Вӗсене вӑл урӑх меслетпе те тупнӑ-ха, ҫӑмӑллӑнах тупнӑ, ӑна ун ҫине пӑхсан та пӗлме пулать». Хорунжий аллисене типӗтсе ҫӗлӗкне хыврӗ, сӑхсӑхрӗ те сӗтел патне ҫывхарса ларчӗ. — Эпӗ, хаклӑ юлташсем, ял Совет председателӗ пулнӑ май, авторитетлӑнах калатӑп: Сталин юлташ ятне панинчен лайӑххи пулма та пултараймасть. Анчах этемсем пурнӑҫа йӑлтах урӑхла туса янӑ. Христос вӗрентӗвӗ тӑрӑх пурӑнма май та килмест, ҫавӑнпа та пирӗншӗн халь Иисус Христос йӑлтах ытлашши пулса тӑрать. Пит тарӑн шухӑша кайнӑ пирки старик мана: «Мӗскер эсӗ унта, ҫывӑратӑн-и е путса вилнӗ?» — тесе кӑшкӑриччен вӑхӑт мӗн чухлӗ иртнине те туйман эпӗ. Мӗнле ырӑ кун пулӗ «унта», ӑҫта та пулсан кӑнтӑрта. Кунта акӑ 82° широтара, тӑршшӗпех тан шывӗсем, пӑр тӑвӗсем. Ҫак юхакан пӑр ҫинче ишме мӗн тери япӑх. Чухлакан ҫынсем тӳрех Ситанов алла мӑкшӑ аллинчен вӑрӑмраххине астурӗҫ. Унтан Динго океан хӗррине кайнӑ, кунта ӑна «Вальдек» капитанӗ хӑй патне илнӗ, юлашкинчен «Пилигрим» ҫине лексе, йытӑ Негорӑпа ҫӗнӗрен тӗл пулнӑ. Тӗрӗссипе каласан, тӗрлӗ патшасене эпӗ питех те хисеплетӗп, ҫавӑнпа хама интереслентерсе килентерекен ҫак ыйту ҫинче ытларах чарӑнса тӑратӑп. Ырӑ йӑхран е чаплӑ йӑхран тухнӑ арҫын ачасене пӑхакан усрав шкулӗсене лайӑх вӗреннӗ тӗплӗ педагогсем пӑхса тӑраҫҫӗ. Кимӗ каллех пӗр сассӑр, пӑрахутсем хушшипе ҫӑмӑллӑн ҫаврӑнкаласа, малалла вӗҫтерчӗ. — Эсӗ ҫителӗклех турӑн. — Мӗншӗн меллӗ мар? Шӑлна хытӑрах ҫырт, хӑвӑртрах ут, вара эпир сана нимӗн те усал тумӑпӑр, ӑнлантӑн-и? Улани тепӗр хут илтӗнчӗ. Иккӗшӗ те пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр выртрӗҫ. Унӑн чунӗ турӑ патне туртӑнать, вӑл турӑран ҫут тӗнчере никамран та ытларах юратнӑ ҫынпа хӑйне пӗрлештерме ыйтать, ҫакӑ часах тӳрре килессе те шансах тӑрать. Карточка штурманран юлнӑ. Минут хушши иккӗшӗ те шӑп пулчӗҫ. Унтан вара алӑк ҫаклатмаллине ҫаклатса хутӑм та, хупса кайнӑ май, хӑех сиксе питӗрмелле турӑм, алӑка шартлаттарса хупрӑм та вӑл шалтан питӗ лайӑх питӗрӗнчӗ. Зеб иккӗленме пуҫланӑ. Картишӗнче Шурочка тӑратчӗ. Сomme il faut ҫыннисене эпӗ хисеплерӗм тата вӗсене манпалан танлӑ ҫыхӑнусем тытма тивӗҫлӗ тесе шутларӑм; иккӗмӗшӗсенчен йӗрӗненҫи пултӑм, анчах чӑннипе ку ҫынсене, хамӑн кӑмӑла хуҫакансем вырӑнне хурса, кураймасӑр пурӑнтӑм; виҫҫӗмӗшсем маншӑн ҫукпа перехчӗ — эпӗ вӗсенчен йӗрӗнмеллипех йӗрӗнтӗм. Кунта икӗ шут кӑна пулма пултарать: е иртнӗ вӑхӑтри пур йӗрсене те шӑлса тӑкасси, е Николай Антоныча хӑй аллинче тытас тени. Чартков портрета алӑк патне илсе ҫитерсен, куҫсем тата та вӑйлӑн пӑхма пуҫларӗҫ. Катьӑпа Kюба Катя вунултӑ ҫулта; вӑл ҫитӗннӗ ӗнтӗ; хӗрача кӗлеткин куҫу тапхӑрӗнчи кӑнттамлӑхӗ, унӑн именӳллӗ тата лӑппи-лаппи хусканӑвӗсем тин ҫеҫ ҫуралнӑ чечекӗн илемлӗ ҫӗнӗлӗхӗпе тата ҫыпӑҫулӑхӗпе ылмашӑнчӗҫ; анчах вӑл хӑй улшӑнман. — Кӗтмен ҫӗртен пулас йывӑрлӑхсенчен сыхланмашкӑн пирӗн кунта хамӑр ҫын пулмалла. Кунти пӗтӗм ушкӑнтан эпӗ пуринчен ытла Мартиние шанатӑп. — Тен эпир унтан малтан ҫитрӗмӗр! Куҫарса вылямалли салтаксем? Хӑйӗн паттӑрла пӗвӗпе ҫӗкленсе тӑчӗ, кӑкӑрне хӑпартса, пуҫне каҫӑртса тытрӗ те ҫӑварне карса вӑрӑммӑн кӑшкӑрса та ячӗ: — Эй, халӑх! Тӑваттӑмӗш залне кӗрсен, вӑл ирӗксӗрех стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан картина тӗлӗнче чарӑнса тӑчӗ. Оленин ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ, вырӑнтан та сикмерӗ. Эпӗ те ӑна юратмастӑп, сисетӗп: хӑҫан та пулин пӗр-пӗр тӑвӑр ҫул ҫинче манӑн унпа тӗл пулмаллах пулать, пире иксӗмӗртен пӗрне ырӑ пулас ҫук. Уншӑн тесен, ҫав юрӑ халӗ те кӑкӑртан тухма пӗлмен, вӑл ӑна ҫуйхавлантарса, темӗскер тума, темӗскер калама хӗтӗртсе тӑнӑ. Госпитальте вӑл хӑйне хӑй кунта нумайранпа, ҫулталӑкӗпех выртнӑ ҫын пек тыткаларӗ. Эпӗ пичке пакетне шыранӑ хушӑра ҫулӑм кӗтсе тӑмарӗ, сарай хӑмисем хушшипе унӑн ҫивӗч сӑннисем шуса кӗчӗҫ, сарай тӑрри шатӑртатма пуҫларӗ, темскер мӑшкӑламалла юрларӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпир вӗсене намӑса пӗлмесӗрех мухтарӑмӑр. Туви ҫав тери кӑмӑллӑ пулчӗ ҫав, Саня ун ҫине юратса пӑрахнӑ пекех пӑхрӗ! Е сирӗн пек Голланди тӑккаланчӑкӗсем ҫине шансан, эпӗ капитан Смоллетта хамӑра ҫурма ҫула ҫитерме май панӑ пулӑттӑм, — терӗ вӑл. Карап мачтисем ҫинче вертикаль винтсем шавлӑн кӗрлеме тытӑнчӗҫ, ҫунатсем усӑнчӗҫ. — Халех, халех, ҫак минутрах урӑх ҫын пулса тӑмалла, тепӗр тӗрлӗ пурӑнма пуҫламалла». Танкист ҫӑкӑн пек улшӑнни, паллах, Комиссартан килнӗ, мӗншӗн тесен вӑл, Степан Иванович калашле, кашни ҫын валли хӑйне уйрӑм уҫӑ тупма ӑста пулнӑ. Атте пуян пулнӑ пулсан, эпӗ сахалтан ҫӗр кӑвакарчӑн тытмалла, вара вӗсене кунӗпе хӑваласа ҫӳрӗттӗм. Манӑн шухӑшӑмпа этем мӗн хапсӑнакан кӑмӑлӗ ҫӗр айӗнче темӗн тарӑнӑшӗнче пытанса выртакан пуянлӑхсемпе нихӑҫан та усӑ курас ҫук пулӗ, тетӗп. — Ҫапла та, Паганель, нимӗн тума та ҫук, — терӗ майор, йӑваш кӑмӑлӗпе йӑл кулса. Тухса кайма палӑртнӑ кун ҫывхарсах пычӗ. Тӑван ҫӗршыва таврӑнсан, Лондонра вырнаҫса пурӑнма шутларӑм. Тепӗр кунне вӑл вӗҫмелли уя ирех ҫитрӗ, ун чух унта пуш-пушах пулнӑ-ха. Пӗр пуҫлӑх тухать хайхи, тепӗр пуҫлӑх тухать, пире: эсир хӑвӑр ӗҫӗре тӑвӑр, эпир хамӑр ӗҫе тӑвӑпӑр, — тенӗ пек, ҫур сӑмах та чӗнмеҫҫӗ. Мӗн пирки савӑнатӑн? Томпа Бекки ҫак савӑнӑҫлӑ вӑйя тӑрӑшсах эрне. Эпӗ ҫав сӑмахсене кашни кунах император умне чӗркуҫленсе тӑрса ҫине-ҫине калаттӑм. Эпӗ тархасласа ыйтнине хирӗҫ император пӑркаланарах калатчӗ. Хам ӑнланма пултарнӑ тӑрӑх ҫакна пӗлтӗм: мана ирӗке кӑлармашкӑн государство советӗнчен килӗшӳ ыйтса илмелле тата чи малтан ман люмоз кельмин пессо деемарлон Эмпозо тумалла, урӑхла каласан, ман императорпа тата ун империйӗпе мир тытма (килӗшӳллӗ пурӑнма) тупа тумалла, тенӗ. Мӗн пулсан та, сана ирӗке кӑларасси вӑхӑтран килет, тесе хушса каларӗ те, мана йӑваш чӑтӑмлӑ пулса ун умӗнче те, ӑна пӑхӑнса тӑракансем умӗнче те ырӑ ят илтме сӗнчӗ. Пӗрре император мана: хамӑн ятарлӑ чиновниксене ярса сана ухтарма хушсан, ҫавна кӳрентерни вырӑнне ан шутла, терӗ. Эсӗ ху ҫумӑнта хӗҫпӑшал ҫакса ҫӳретӗн, сан кӗлеткӳ пысӑккине кура вӑл пит хӑрушӑ пулӗ тесе шутлатӑп, терӗ. Вӑл ҫунаттисене ҫапса ларнӑ, йывӑҫ хуппи татӑкне сӑмсипе чавса шакканӑ мӗн. Акӑ кам иккен ҫывӑракан ҫынсене кирек мӗнле часовойран та лайӑхрах сыхланӑ, хӑйӗн пӗр евӗрлӗ, йӑлӑхтаракан сассипе кӑшкӑрса, эпӗ килни ҫинчен систернӗ! Ҫавӑнтах манӑн ҫемҫешкелӗхӗм иртсе кайрӗ, ун вырӑнне тӗлӗнмелле туйӑм ҫуралса тухрӗ — эсир ӗненмӗр те — савӑнӑҫ туйӑмӗ ҫуралса ҫӗкленчӗ: тинех асапланма пӑрахатӑп ӗнтӗ, эпӗ ӑна халь тивӗҫлипе айӑплама, унран хӑтӑлма, хам мӗн чухлӗ урас тенӗ, ҫавӑн чухлӗ урма пултаратӑп. — Ну, ӗҫсем, ача! — терӗ вӑл, именнӗ пекле йывӑррӑн сывласа илсе. Таврари ҫиҫсе, хускалса, янӑраса тӑракан тӗнче суккӑрӑн пӗчӗк пуҫне пуринчен ытла сасӑсем тӑрӑх кӗрсе вырнаҫатчӗ, вӑл мӗнле пӗлме-ӑнланма пултарни те ҫавӑнтанах килетчӗ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑнхи сехетсем иртнӗ хыҫҫӑн кун каҫ енне сулӑнчӗ. П пек япалана, пушӑна, кӑшӑла кашни кун пӳлӗме илсе кӗнӗ тата кашни кунах ҫав фокуссенех тунӑ темелле. Юлашкинчен, вӗсем хӑйсем кайнӑ ҫӗре пырса ҫитрӗҫ. Шуйттан хӗпӗртенипе алӑ ҫупса илчӗ, тимӗрҫӗ ӗнси ҫинчех сиккелеме тытӑнчӗ. — Ним ҫинчен те мар. Юханшывӗ кунта такан майлӑ пит кукӑр кукӑрӑлса илет. — Ырӑ сывлӑх сире, ваше превосходительство! «Манӑн тӑван ҫӗршывӑм — Поляксен советлӑ социализмлӑ республики. Сӗтел йӗри-тавра ларакансем нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Мексикӑри сеньорита Мориса пӑхни ахаль туслӑх ҫеҫ пулман пулӗ ӗнтӗ. — Вӗреннӗ ҫын. Рада мар, пӗр-пӗр ют ҫын ыйтнӑ пек туса, нимӗн уямасӑр каласа хучӗ Кандов: — Пӑлхав пирки… пӑлхав тетӗн!.. Сылтӑм аллипе шпулька ҫиппине илсе сыпса хурать. Вӗсем ҫакӑнти хӑрушӑ ӗҫе ҫывӑхранах курса тӑччӑр та, унтан кайран вилӗм мӗнле пулассине ыттисем те ҫапла пӑхса тӑччӑр терӗҫ пулмалла. Анчах тӗплӗнрех пӗлтерсен, ҫул ҫинче хӑйсене мӗнле тытасси пирки калаҫса татӑлсан аванрах пулнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑн пек картинӑсем пӗр вӑхӑтрах пӑхма лайӑх та, лайӑх мар та пулаҫҫӗ. Смерчсем тикӗс ҫӗрпе хӑйӑра кустарса пыраҫҫӗ те, пӗр-пӗрин ҫине кӗре-кӗре кайса, саланса пӗтеҫҫӗ, ҫавӑнтах вӗсем тепӗр хут ҫӗкленсе ыткӑнма пуҫлаҫҫӗ, вӗсене сӑнаса пӑхма та аван пек; анчах темӗн чухлӗ меданоссенчен сывлӑшра хӑйӑрлӑ тусан вӗҫекен пулать те, тута-ҫӑварсене тата куҫсене епле хупӑрласан та, вӗсем пурпӗрех кӗрсе тулаҫҫӗ — ҫака вара пӗрре те кӑмӑла килмест. Ҫак вӑрӑм церемони мана йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Аркадий, юратан ҫынна тивӗҫлӗ пек, хӑй юратнӑ ҫын ҫывӑхӗнче урӑх нимӗскере те асӑрхама пултарайман; Ав, мӗн чухлӗ пурлӑх тупрӑмӑр, ҫийӗнчен тата сакӑр доллар! Йӑрӑс пӳллӗ, хитре капитан рота умне тухса тӑрать. Ку — Ромашов. Хам та шуйттан пекех чирлӗ. Ку унӑн чее ӗҫӗсенчен пӗри. — Ара, ара. Хуларан инҫех мар халлӗхе тӗпчемен — Конгӑна юхса кӗрекен Кванго шывӗн иккӗмӗшле юппи пуль, — Лви ятлӑ пӗчӗк юханшыв юхса иртет. Кӗленче ҫӗмрӗкӗсем часах сӗтел ҫине ӳкрӗҫ, Гленарван кӗленче ҫумне ҫыпҫӑнса ларнӑ хутсене ҫав тери асӑрханса хӑпӑтса кӑларчӗ, вӗсене пӗринчен-пӗрне уйӑрса илчӗ те сӗтел ҫине сарса хучӗ. Иртен пуҫласа мӗн кӑнтӑрлаччен вӑл шут ӗҫӗпе чӑрманчӗ; миҫе ҫухрӑм кайнӑ ӗнтӗ, умри пӗрремӗш станцӑна ҫитме миҫе ҫухрӑм юлнӑ, пӗрремӗш хулана ҫитме мӗн чухлӗ, апатчен, чейччен, Ставрополе ҫитме мӗн чухлӗ тата халиччен кайни пӗтӗм ҫулӑн миҫемӗш пайӗ пулать — ҫавсене шутларӗ. Манран, мӗскӗнрен, мӗн кирлӗ вӗсене? Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тата вӑл пӗрре вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑшра кӗрлесе тӳпере вӑйлӑ тӑвӑл кӗмсӗртетнӗн, тепре — иртни ҫинчен тӗтреллӗ хитре тӗлӗксем кӑтартса, курӑксем хушшинче, улӑп тӑприсем ҫийӗн ҫеҫенхир ҫилӗ варкӑшса иртнӗн туйӑнса каять. Ҫав тери шӑрӑх. — Кунтах хӑвармалла тесе шутлатӑп. Эсӗ — хуҫлатмалли тимӗр аршӑнпа пӗрех. Унтан вӑл тӑчӗ те кутамккине ҫурӑмӗ ҫине ҫавӑрса хучӗ. Ҫулталӑка яхӑн ҫавӑн пек пурӑнни — ҫав тери киревсӗр япала вӑл. Тухрӗ-им? Вӑл ертсе пырассине хӑй аллипе илчӗ, кимӗ пуҫӗнче вырнаҫрӗ. Курӑка сирсе, юханшыва сӑнаса пычӗ, сӑмахпа та, алпа та кимӗ хӳринчи кӗсмене тытса пыракан Геркулеса тӗрӗс кайма мӗн тумаллине кӑтартса пычӗ. — Унта тата кардинал пур. — Авӑ мӗнле! Хӗрес ҫине пӑталанӑ Христос пичӗ ҫинче юнлӑ йӗр юлчӗ. Мери Джейн кил хуҫин вырӑнне йышӑнчӗ, унпа юнашар Сюзанна ларчӗ. Мери Джейн печени тутлах пулмарӗ, тӑварланӑ пахча-ҫимӗҫсем те ниме юрӑхсӑр, чӑх какайӗ питӗ хытти лекрӗ текелесе ларать, хӑйсене мухтаттарас тесе кил хуҫи хӗрарӑмӗсем ялан ҫапла сӑмах ҫукран сӑмах тӑваҫҫӗ; хӑнисем пит аван кураҫҫӗ-ҫке, пӗтӗм апат-ҫимӗҫе ҫав тери техӗмлӗ, мӗнпур ҫимӗҫе ырлаҫҫӗ, апатланнӑ май: «Премӗк питне ҫапла кӗрен тӗслӗ тума кам вӗрентнӗ сире?» е «Калӑр-ха, тархасшӑн, ӑҫта тупнӑ-ха эсир кун пек тутлӑ пикуль?» — тесе ыйтаҫҫӗ. Хамӑрӑн мӗн вӑй ҫитнӗ таран эпир пурне те тума тӑрӑшатпӑр. Эппин Лиденброк тинӗсӗ пӗр хӗрринчен тепӗр хӗррине ҫитиччен 2400 километра яхӑн тӑсӑлать. Масар ҫинчен таврӑнтӑм та пӳртре, алӑк янахӗ ҫумне тӑрса, пуҫ тӗлӗнче кӑранташпа йӗр турӑм. Патшасен тӑванлӑхӗ мӗн чухлӗ ҫывӑхрах, ҫавӑн чухлӗ вӗсем пӗрне-пӗри хытӑрах курайми пулаҫҫӗ. — Ну, вӑл вилсе кайнӑ вӗт. Ҫапкаланчӑксем! Симурден ӑна урӑх «эсӗ» тесе чӗнмерӗ. Хушнине пурнӑҫа кӗртни ҫинчен дивизи начальникне пӗлтермелле. — Сывӑ-и, Гек? Пурте йӗри-тавра васкавлӑ ӗҫӗн хавалӗпе ҫӗкленсе тӑнӑ, харӑссӑн, кал-каллӑн йывӑҫсене ҫирӗплетнӗ, шӑлтӑрмасем лартнӑ — шыва путнӑ парӑша ҫӗклеме хатӗрленнӗ; пурте уҫӑ та савӑнӑҫлӑ пулнӑ, пурте — пурӑннӑ. Сарлака алӑкӑн тӗттӗм тӑваткӗтеслӗхӗнче Эвелинӑн кӗлетки курӑнса кайрӗ, ун хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх ерипен суккӑр хӑпарать. Сӑртсен тӑрнашкисем ирхи тӗтрепе витӗнчӗҫ. Сире шантарсах калатӑп, мисс Пойндекстер, хӑвӑра хӑрушӑ пулма пултарнӑран ҫеҫ эпӗ сирӗн хыҫҫӑн килтӗм. Вӑт эпӗ ҫапла калатӑп: коммунизма эпӗ ҫав-ҫавах, партире мар пулсан та, ҫитетӗп — ҫак куҫҫульпе йӗпеннӗ Кондрат пек мар, ташласа, савӑнса ҫитетӗп, мӗншӗн тесен эпӗ — вакӑ харпӑрлӑхлӑ хуҫа мар, тап-таса пролетари, эпӗ сире ҫакна тӳрех калатӑп! Амӑшӗ тӑрӑхларах кулса илчӗ. Ҫынсен те, вӗҫен кайӑксенни пек, ҫунат пулас пулсан — ҫавӑнталла, ҫӳле, ҫӳле вӗҫсе кайнӑ пулӑттӑмӑр… Секретарь вӗсене, мирлештернӗ пекех паллаштарчӗ; ҫапла мелсӗр пулса тухрӗ. Хӑй, малалла мӗн пулассине пӗлмесӗр, ӗнсине хыҫса илчӗ. Тимӗрҫӗ турра кӗл тума юратнине пӗлнӗ вӑл, ун пек йӗкӗт хӑйне хӑй пӗтерме хӑяс ҫук-ха, тенӗ. Ҫил улшӑнмасан, Джон Мангльс отлив пуҫланиччен нумай маларах ҫырана ҫитме шутлать. Юнашар пӳлӗмре, ахлата-ахлата, унӑн мантӑр арӑмӗ тумланать. — Уралти шӑла пулӑсемпе осетрсене унтан илсе килеҫҫӗ-ҫке, Каспи тинӗсӗ ҫинчен? Анчах ҫапла пулин те, унӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче темӗнле ачанни пек мар ӑнланма ҫук тунсӑх палӑрса тӑратчӗ. Ҫакӑ вӑл ача кунӗ-кунӗпех пӗчченрен, ытти ачасемпе хутшӑнманран ҫапла тесе шутлатчӗ Макҫӑм, ҫав ҫитменлӗхе пӗтерме тӑрӑшатчӗ. Ун ҫинчен ӗнтӗ Иван Иванович тӳрех те ыйтса пӗлнӗ пулӗччӗ-и тен, анчах ӑна ҫын хушшинче хӑйне йӗркеллӗ тыткалама пӗлни чарса тӑрать, ун пек тӳрех ыйтни килӗшӳллӗ маррине пӗлет вӑл, ҫавӑнпа хӑйне хӑй хытарса, чӗри калама ҫук хытӑ сикетчӗ пулин те, малалла каласса кӗтме пикенчӗ. Вӑл пирӗн — ристократ, Кӗтерине чухнехиех! Тул ҫутӑлнӑ чух ӑна команднӑй пункта чӗнтерчӗҫ. Манӑн ҫемҫе чӗре ӑна тума пултараймасть», — тесе йынӑшатӑр. Дай! Иккӗмӗш, вӗсем ҫак социаллӑ ушкӑнсем хушшинчи экономикӑллӑ хирӗҫӳсем чакса, пӗтсе пыни ҫинчен калаҫҫӗ. Трюхина хуҫа арӑмӗ шӑп ҫав каҫ вилнӗ те, унӑн приказчикӗ янӑ ҫын, ун патне юланутпа пырса, ку хыпара пӗлтернӗ. Микитене эрех шӑрши халь шӑнса ывӑнса килнӗ пирки тата ытларах йӗкӗлтенӗ. Филипп вексель пирки калани асаплантаратчӗ мана. Таврара хула та, ял та, чиркӳ тӑрри те курӑнмасть, станцисем ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ. — Акӑ Лиговская княганя, — терӗ Грушницкий, — унпа пӗрле унӑн хӗрӗ Мери, — вӑл ӑна акӑлчансем майла чӗнет, — вӗсем кунта виҫӗ кун ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ-ха. — Саня! — терӗ те вӑл аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ. Мӑн тӑвӗ-ши вӑл кунта? Хӑй пӑшӑрханса ҫырнине хирӗҫ лайӑх ҫыру илсен, вӑл ӑна темиҫе хутчен те вуларӗ, ун ҫинчен Стручкова та каласа пачӗ. Ҫав йӗр каялла прериелле, хӑйсем килнӗ ҫӗрелле илсе пырассине вӑл ӑнланса илнӗ, унтан вара Леона хӗрринчи сеттльмент патне илсе пырать пулӗ, тенӗ. Артур ытла та хытӑ пӑшӑрханнӑ. Вӑл падре ун пек хурлӑхлӑ пулнине нихҫан та курман. Чӗри, хӑй мӗншӗн тапнине пӗлмесӗр, хытӑ тапнӑ, анчах хушман ӗҫе тунӑ чухне хӑрани ун пек чухне ҫав ӗҫӗн чи хитре енӗ те пулса тӑрать. Кӳренме — кам ҫине кӳренмелле? Хурчӗ ун патнелле ҫывхарса ҫитсен, Том чул пек хытса кайрӗ. Унта вӑл…» Вӑл хӑйӗн патне ытларах ҫырма ыйтнӑ. Нургалей хӑраса тӑмарӗ, тӳрех ун патнелле ыткӑнчӗ, ҫывӑхнех ҫитсен вара, икӗ бутылкине те ун брони ҫине персе аркатрӗ. Мӗншӗн, чунӑм, кукӑль ҫиместӗн? Пурпӗрех мар-им: вуплӑ ҫиетӗн-и е трюфельпе хир качакин ӗнси ашне, шур эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлетӗн-и е шампански, пӗр-пӗр чатӑр айӗнче вилетӗн-и е полици участкинче. «Дункан» — тӗреклӗ те ҫирӗп судно. Виҫҫӗмӗш йытти пӗр пек вӑрӑм туясем сӗтӗрсе пынисӗр пуҫне вигвам ҫине витмелли тир майне килекен пӗчӗк ҫыхӑ йӑтса пынӑ. Вӗсен куҫӗсем пит хӑрушӑ йӑлтӑртатнӑ. Генерал йӗнерӗ ҫинчен йывӑррӑн пекӗрӗлсе пӗшкӗнчӗ те тӳмелемесӗр тӑхӑннӑ шур перчеткелле хӑйӗн тулли, шыҫмак аллине Стельковские тӑсса пачӗ. — Эпӗ шансах тӑратӑп, эсир Зеленый мыс утравӗсем ҫинче пулни географи наукине пысӑк усӑ парӗ. — Сиккелесе ҫӳреҫҫӗ? Воропаев ҫаплах ҫав ирӗке кӑларнӑ хулараччӗ-ха. Урисене вӑл ягуар тирӗнчен ҫӗленӗ ҫӳллӗ кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ. Княгиня кукамай аллине чуптуса илчӗ тата ӑна пӗрехмай ma bonne tante тесе чӗнет пулин те, эпӗ кукамай унпа кӑмӑлсӑр пулнине асӑрхарӑм: вӑл Михайло князь кукамая саламлама хӑй ҫав тери килесшӗнччӗ пулсан та килейменни ҫинчен каласа панӑ чухне кукамай куҫхаршисене темле урӑхла ҫӗклекелерӗ; тата, княгиня французла калаҫнине хирӗҫ вырӑсла ответлесе, тӑсӑмлӑ сӑмахсемпе ҫапла каларӗ: — Мана хисепе хунӑшӑн, савнӑ чунӑм, сире хытӑ тав тӑватӑп; Анчах ӑна халех, ҫак пысӑк та лӑпкӑ ҫуртрах, тытма пултараҫҫӗ. Анчах эпӗ карчӑка та ҫухатма пачах шутламастӑп, тур ҫырлахтӑр ӗнтӗ, ман ҫумра пурӑнтӑрах вӑл, анчах вӑл мана чӑрмав кӳме хӑтланать, манӑн коммунизма каймалли тӳрӗ ҫула пӳлет пулсан, эпӗ ун умӗпе ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, вӑл ахлатса илме те ӗлкӗреймӗ! — Каях ӗнтӗ, часах ҫутӑлма пуҫлать; стройкӑна каятӑн-и? — Пирӗн ҫылӑхшӑн сире тӗрмере ларма сӗнместпӗр эпир. Турӑ кӑтартӗ-ха сана, вӑл сана путсӗре, кукӑртса лартӗ-ха!.. — тесе юнатчӗҫ пӗрне-пӗри. Вӑл каласа пӗтернӗ-пӗтерменех, ӑна хӑй черетне чӑтӑмсӑррӑн кӗтнӗ Василий Васильевич Липский пӳлсе лартать. — Ҫук, ку мӗскер, господасем… Сасартӑк вӑл шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Ҫук, вӑл пирӗн кукка ҫурчӗ, пирӗн ҫакӑ пулать. — Нимӗне те пӗлтермест ҫав, — терӗ тепӗр хут Аркадий, хӑйпе выляканӑн хӑрушӑ утӑмне малтанах курнипе нимӗн чухлӗ те хӑраман опытлӑ шахматист пек, хӑюллӑн. — Старик пуҫҫӑн темӗн те пӗр калаҫатӑн, — терӗ Оленин. — Вӑл — пирӗн патри ҫын, Мурзин, ӗҫке ернӗ ҫын вӑл, — терӗ аслӑ Артамонов, темскере пӑрса, аякалла тӗртсе яма тӑрӑшса. Картишне тухакан алӑк шатлатса хупӑнни илтӗнчӗ. Разметнов иртенпех кичем те ҫиллесчӗ: акана хатӗрленес, вӑрлӑха алласа тасатас ӗҫ йӗркеллӗ пулса пымасть; паян тата Давыдова станицӑна чӗнчӗҫ: пиҫсе ҫитнӗ ҫӗре хӑй курас тесе, Нагульнов лаша ҫине утланса уя кайрӗ, кӑнтӑр тӗлнелле Разметнов икӗ бригадирпа, кладовщикпе вилесле вӑрҫма ӗлкӗрчӗ ӗнтӗ. Джим килӗшрӗ вара: юрӗ, ҫапла пултӑр эппин, терӗ. Чӗре те тапма чарӑна-чарӑна ларать… Хуҫапа ӑна ҫывӑх ҫынсем кӗтессе ларнӑ та, ҫамрӑксем хавасланнипе савӑнса, черкке хыҫҫӑн черкке, стакан хыҫҫӑн стакан ӳпӗнтереҫҫӗ. Эпӗ пӗтӗм ӳт-пӗвӗмпе чӗтресе ӳкрӗм, ҫапах вырӑнтан хускалмарӑм. Пыра киле эпӗ ӑна хам хӗрӗме хӑнӑхнӑ пекех хӑнӑхса ҫитрӗм, вӑл та мана кӑмӑл тӑватчӗ. Арҫын ун ҫине тӳррӗн, уҫӑ кӑмӑлпа пӑхрӗ те:— Мӗн ӗҫпе ҫӳрӗтӗр? — тесе ыйтрӗ. Икӗ хӗре те аллисенчен тытса, Тоня килнелле утрӗ. Анчах ку тӗлте вӑл яланах урисемпе тапӑртатса илнӗ е шӑлӗсемпе шатӑртаттарнӑ та, хӑйне хӑй чышкӑпа юнанӑ. Пуринчен те хитри, ытарма та ҫукки, кунта казуарин текен йывӑҫсем пулаҫҫӗ, вӗсен вулли тӗреклӗ, вӗсем ҫинче ытармалла мар ҫимӗҫсем тата турачӗсем палӑрми ҫирӗп ҫулҫисем ӳсеҫҫӗ. Петькӑна курас тесе хам епле тунсӑхласа ҫитнине каласа та парас ҫук. Алӑк патӗнче Иманусӑн тискер вилли усаллӑн, мӑнаҫлӑн сарӑлса выртать. Вланг траншейӑран пуҫне кӑларчӗ те юратнӑ прапорщикӗ енне пӑхса илчӗ. — Анчах мӗншӗн юрамасть-ха? — Эпӗ мӗн, чӗлхесӗр-им? — ачашшӑн ыйтнӑ та Серафим, унӑн хӗрлӗ пичӗ кулӑпа ҫутӑлнӑ. Асту — пит пысӑк ӗҫкӗ пулать унта, — Фома ҫине хӑяккӑн пӑхса каланӑ Любовь. Ырӑ синьор, канма тивӗҫлӗ эсир! Ку, тӑванӑм, ҫапла ӗҫ… Утравсене администраци тӗлӗшӗнчен пайласси сасартӑк пулса иртмен, ӑна 1841 ҫулта пуҫласа 1862 ҫулта тин туса пӗтернӗ. Анчах Разметнов ҫаплах ҫыпҫӑнать: — Капла хӗрелме сана флотра е заводра вӗрентнӗ: пит-куҫ таран ҫеҫ мар, пӗтӗм мӑй таран хӗрелтӗн? Вӑл ҫӗнӗ Пӗтӗм Союзлӑ халӑх комиссариачӗ — Оборона Промышленноҫ Халӑх Комиссариачӗ организацилеме ыйтать. Макар каллех кӗлет патнелле ҫаврӑнса пычӗ, анчах вӑл кӗлет умне улӑхмарӗ, ытти кӗлетсем те пурте куҫ умӗнче пулмалла майлӑрах вырӑн тупса, стена ҫумне тӑчӗ. — Вӑт, ман шутпа, Том, шӑпах ҫапла тумалла, ку мана килӗшет. — Ҫанӑн аллу, Юрий, ҫӑмӑл пулчӗ, — терӗ ватти. — Ху Никита патне каятӑп, тенӗ… Усал турӑсем пулӑшмасан мӗнле-ха вӑл капла ҫавӑн пек тума пултарӗччӗ? Приказ пур — сана паянах Мускава, чи лайӑх госпитале ӑсататпӑр. Пӑлханнипе нимӗн тума пӗлмен Гленарван Айртон каюти патӗнче каллӑ-маллӑ утса ҫӳрет. Арӑмне ҫакнашкал ырӑ мар калаҫу ирттерме ирӗк панӑшӑн вӑл пӗрре пӑшӑрханса илет, тепре тата, вӑл хӑй тума пултарайманнине Элен ӑнӑҫтарӗ тесе, ӑшалансах ӳкет. Сасартӑк юнашар пӳлӗмре темӗн шаккани илтӗнчӗ — хӗҫ янӑраса кайрӗ. Ҫавӑн пек сиплемелли май ҫинчен эпӗ асаннеренех илтнӗ, пӗлес тетӗн пулсан, унтан лайӑх меслет ҫут тӗнчере те ҫук. — Ҫук, сэр. — Ха, шуйттан илсе кӗнӗ!.. Питӗ нумай сывламасӑр тӑнипе эпӗ кӑшт ҫеҫ чыхӑнса каймарӑм, унтан, ун ҫине пӑхма чарӑнмасӑр, пирус курупкине ярса илтӗм те туртма пуҫларӑм. (Ами-и-инь!) Ывӑннисем, тертленнисем, кӳреннисем, пурте килӗр! Шанчӑк ҫухатнисем, килӗр! Чӗререн кулянакансем, килӗр. Ҫӗтӗк тумӑрсемпех, ҫылӑхӑрсенчен тасаличченех килӗр! Инсаров ҫакна ӑнланчӗ, вара кӑштах ял кулса, хӑй те майӗпен артистка хыҫҫӑн юрласа пычӗ. Уэлдон миссисӑн карап хӳринчи пӗчӗкҫӗ каютӑна ҫырлахма тиврӗ. — Ҫук, эпӗ каятӑп, аванрах пулӗ! — терӗ амӑшӗ, унпа килӗшмесӗр пуҫне пӑркаласа. Группа каялла ҫаврӑнчӗ те, самолётсем пӗрин хыҫҫӑн тепри, сенкер тӳпере явӑнкаласа вӗҫсе кайрӗҫ. Ҫак утрав ҫинче ҫынсем те пурӑннӑ, вӗсен выльӑх-тавраш пулнӑ. «Чупса каям-ха эпӗ ҫулпала, хӑвса ҫитем, хӑвса ҫитем хам савние, — тет хӑй ӑшӗнче Суламифь. Хӗр ниҫталла та унтан пӑрахса кайма пултарайман, вӑл ун хыҫҫӑнах пынӑ. Халӗ ӗнтӗ унӑн сылтӑм алли ҫеҫ хускалкалать. — Тармалла мар, чакмалла. Ҫак лекцинчех эпӗ: кашни профессор мӗн каланине пӗтӗмпе ҫырса пыма кирлӗ мар, вӑл ниме юрӑхсӑр ӗҫ кӑна тесе шутларӑм, курс тӑршшипех ҫак правилӑна пӑхӑнса вӗрентӗм. Гешанпа Симурден унтаччӗ ӗнтӗ, анчах вӗсем, Говэн ҫӳлте нимӗн те тӑвайман пекех, аялта нимӗн те тӑвайман. Эпӗ ун чухне ҫапла шутланӑ: Германире, тем пулсан та, революци пуҫланатех, эпир пурте унта питӗ кирлӗ пулӑпӑр. Анчах эпӗ Троцкий чухлӗ хутла пӗлместӗп, тата эпӗ ун йышши те мар… парти ҫумне эпӗ нумай вӗреннӗ кӑмӑрчак пулса пырса ҫыпҫӑнман, хамӑн чӗремпе, партишӗн тӑкнӑ хамӑн юнпа ӳтленсе ҫыпҫӑнса ларнӑ! Хресчен пирӗн пата ларчӗ. Тӗнче шӑпланса пырать. — Пирӗн тавлашу ытла инҫе кӗрсе кайрӗ… Вӗсен тимӗр вар-хырӑмӗсенчен вара, юмахри пек хӑвӑртлӑхпа, ландыш ҫулҫи пек шӗвӗр вӗҫлӗ ҫулӑмсем шӑта-шӑта тухрӗҫ. Хаклӑ ҫыннӑм. Эпир кӗрсе вырнаҫнӑ ҫурт хуҫисем, — тепӗр тесен, пирӗн вӗсен ҫурте кӗме нимле тивӗҫ те ҫукчӗ, — юлашкинчен каланӑ ушкӑна кӗрекен хурт-кӑпшанкӑ пулнӑ пирки иккӗленӳ пулма пултараймасть. — Калӑр-ха, юлташ, эсир «Коммунар» санаторирен мар-и? Эпӗ Арина ҫине мӗншӗн хӗрхенсе пӑхса илнине вулакан ӑнланчӗ пулмалла ӗнтӗ. Ҫитӗ, халь те вунӑ уйӑха нимӗн усӑсӑр ирттерсе ятӑм», — тесе шухӑшлать Жухрай ҫиллипе. Ҫынсене вӑл вара час-часах ӗнентерме тӑрӑшатчӗ: эпӗ тӗнчере пурӑнма ҫуралман, эпӗ темӗскерле, никам чухласа илейми асаппа пурӑнма кӑна ҫуралнӑ, тетчӗ; ку чӑнах та ҫавӑн пек иккенне хӑй те ӗненес патнех ҫитетчӗ вара. Эпӗ крыльца ҫине ҫитсе чарӑнтӑм. Чӑрмавӗ кӑна вӗсемпе, чуна сивӗтни кӑна. — Ах, турӑҫӑм! Алӑка шакканине илтсе служанка тухрӗ. Вӑл урӑх пӗр сӑмах та каламарӗ. Анчах мана хӗнесе тӑкни питех асаплантармастчӗ, халь ӗнтӗ Королева Марго мӗн ҫинчен мӗн шухӑшлать-ши? текен шухӑш ытларах асаплантаратчӗ. Вӑл пӗчӗк ҫыру парса ячӗ. Аллине хаклӑ йышши йывӑҫран тунӑ кӗмӗл тыткӑчлӑ туя тытать. Вӑл дачӑна тирпейлеме, чӳречесене, урайне, стенасене ҫуса тасатма килӗшрӗ. Пӑрахут ҫинче, ют ҫынсен хушшинче, тинӗс варринче, вӗсем хӑйсене тӗнчере те пӗр хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ пек туйрӗҫ, хӑрарӗҫ. Йытӑсене чӗлпӗрӗсенчен ҫавӑтса вӗсем вӑрманалла кӗнӗ, унтан часах ачасем вылянӑ вырӑн патне ҫывхарнӑ. Кмет кукӑль пӗҫерме хатӗрленӗ чуста тирӗкӗпе килсе кӗчӗ, ӑна вӑл Цанко кӑмакинче пӗҫересшӗн пулнӑ-мӗн. — Ха, епле вӑрҫаҫҫӗ йытӑсем! — нимӗнле мар пулса, анчах йӑл кулам пек туса, каларӗ Квакин. — Ӗҫпе тӳрре тухӑп тени — тӗрӗс мар вӑл… Чиркӗвенче вара никам та пӑшӑлтатакан пулмарӗ. Хӗрарӑмсем хӑйсен сакӗсем патнелле пынӑ чухне тумӗсемпе кӑштӑртатни ҫеҫ чиркӳри шӑплӑха пӑсрӗ. — Унта эпӗ, ӑна пурнӑҫ теме юрать пулсан… пурӑнтӑм… Ӑна хӑй ҫак хӗре тахҫанах пӗлнӗ пек, ӑна амӑшӗн чи паха юратӑвӗпе хӗрхенсе юратнӑ пек туйӑнчӗ. Ку мел акӑ мӗн тума хушать: кашни партирен ертсе пыракансене ҫӗршер ҫын илмелле, пӗр пек виҫеллӗ пуҫлисене суйласа вӗсене икӗ пая пайламалла. Вырӑс сӑмахне илтнипе вӑл ӑсран каяс пекех савӑнчӗ. — Шухӑшласа кӑларатӑн та вара, Гек Финн! Апатланасса икӗ ӑстрӑм хушши, кашнинчех виҫшер тӗслӗ апат ҫирӗмӗр. Ытти командирсен те вӑл кун журналистсемпе калаҫас кӑмӑл пулман. — Мӗне кирлӗ-ха вӑл, атте? — кӑмӑлсӑррӑн, кӳренӳллӗн ыйтнӑ хӗрӗ. — Эпӗ ӑна сирӗншӗн тӑватӑп та. Рендич далмат ҫынни, моряк, Инсаров унпа хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнче ҫӳренӗ чухне паллашнӑ, халь Венецире шыраса тупнӑ. Суятӑн! Мӗнле йышши ҫынна! Ача, хӑраса ӳксе, алран ҫӑлӑнса тухсан, хӑй те, ыттисем те вилме пултарасса пӗлмесӗр, гранатӑна ывӑтса яма ӗлкӗрсен вара?.. — Эпӗ тепӗр хӑлхана та таттарасшӑн мар. Куҫӗсем унӑн… куҫӗсем унӑн хаваслӑн,телейлӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, тутисем кулаҫҫӗ. — Шанатӑп, падре. Пӗри, пӗр 50 ҫулсенелле ҫитнӗ хура куҫлӑ та хаяртарах сӑнарлӑ хӗрарӑмӗ, бинт тата корпи тытнӑ, вӑл хӑй хыҫӗнче пыракан ҫамрӑк фельдшера приказанисем парать; тепри питӗ чипер хӗр, пӗр 20-сенче пулӗ ӗнтӗ вӑл, пичӗ ачаш та шурчак ун, пусарах лартнӑ шурӑ чепчик айӗнчен унӑн сӑнӗ темӗнле уйрӑммӑнах ҫепӗҫҫӗн, хӑй тӗллӗн ним тума та пултарайман ҫын сӑнӗ евӗр курӑнать, аллисене вӑл кӗске саппун кӗсьисене чикнӗ, пуҫне пӗкнӗ, аслинчен юласран хӑраса пырать тейӗн ӑна. Вӑл алӑпа тыткаламалли дрезина-ҫке, тӑватӑ ҫынтан ытла лартса та каяймасть вӑл. Хӗвел тухманччӗ-ха, ҫуллахи кӗске каҫ ҫутӑлма та пуҫламанччӗ, анчах хирти аэродромра моторсене ӑшӑтма тытӑнчӗҫ. Пур кӗтессенче те шырӑр. О, усал, — кӑшкӑрчӗ вӑл, — куҫӑмсем пулниччӗ манӑн! Кайӑксем пурте ҫывӑраҫҫӗ. — Пӗтмӗш-и, Алексей Иванович? Анчах хальхинче алӑ ҫупман. Йӑлара Кирила Петровичӑн вӗренмен этем тӑвакан мӗн пур киревсӗр енӗсем пурте палӑрнӑ. Мӗн пур тавралӑх хӑйне пӑхӑннине кура иртӗхсе кайнӑскер, вӑл хӑй вӗри кӑмӑлӗн пур туртӑмӗсене, тарӑнах мар ӑс-пуҫӑн, пур киленӗвӗсене пӗр чарусӑр туса пыма вӗреннӗ. — Хуҫайку ҫук-им вара сан? — ыйтрӑм эпӗ. Хӑйӗн ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулса вӑл тӑм бизона Синопа умне ҫӗр ҫине лартнӑ та каланӑ: — Хатӗр! Унтан, чей ӗҫсе ларнӑ чух, вӑл ҫыхӑнусӑр та тирпейсӗр сӑмахсемпе каласа пачӗ: ҫак хӗрарӑм — помещица, хӑй — истори учителӗ, унӑн ывӑлӗн репетиторӗ пулнӑ, ӑна юратса пӑрахнӑ, хӗрарӑм упӑшкинчен — нимӗҫ баронран уйӑрӑлса кайнӑ, оперӑра юрланӑ, малтанхи упӑшки унӑн пурӑнӑҫне пӑсма тем пекех тӑрӑшнӑ пулин те вӗсем питӗ лайӑх пурӑннӑ. «Ав, куртӑн-и ӗнтӗ, — тенӗ лӑпкӑ сасӑпа Овсяников, ҫӗр ҫинчен тӑрса, — каларӑм вӗт сана». Вӗсем пӑлтӑра темле йывӑр япала ҫӗклесе кӗчӗҫ, хӑйсем шӑппӑн, ним сасӑсӑр яра-яра пусаҫҫӗ. Ун пек марринчен шикленмеллех туйӑнать. Хурлӑхлӑ шухӑшсемпе асапланакан Ҫӑрттан мучие самантрах уҫӑлса кайма ытлашши нимех те кирлӗ мар ҫав. Давыдов Нестеренко ҫине ҫилленсе пӑхрӗ, ӑна итлесе пӗтермесӗрех пӳлчӗ: — Кам мур пӗлет, секретарь, ман ҫинчен темле аван мар шутлатӑн эсӗ, факт! Разметнов ура ҫине тӑнӑ та васкамасӑр килелле утнӑ чухне хӑй ӑшӗнче ҫапла шутласа пынӑ: «Ҫак Семен тем мур та шутласа кӑларать! Мирон Лексеич — куҫлӑхпа ҫӳрет, ҫавӑнпа та вӑл мӗнпе мӗн майлашнине, кама ӑҫта ямаллине пӗтӗмпех витӗр курать. «Эппин, епле вӗсем сан кӗсйӳне лекнӗ?» — тет. Каҫ пулать. Давыдов Осетров енне ҫаврӑнчӗ, — вӑл кунта ҫулӗпе пуринчен те аслӑрах. Ӑҫта кунта вите? Тепӗр эрнерен ҫаран ҫинчи тавлашуллӑ вырӑнсем тӑрӑх комисси юпасем ҫапса ҫӳрерӗ. — Ҫук, ку вӑл мар, ку темле улпут, — терӗ вӑл. — Начар япала шухӑшласа кӑларнӑ эсӗ. Тухатмӑш карчӑксем ҫеҫ качака такисене утланса ҫӳреҫҫӗ ӑна. Пӗччен юлсассӑн, Владимир отпуск пама ыйтса ҫыру ҫырчӗ — чӗлӗмне чӗртсе, тарӑн шухӑша путрӗ. — Талькав ҫапла каларӗ, вӑл пӗрре те йӑнӑшмасть. Валька ун пек ирсӗр ӗҫе нихҫан та тумасть. Эпӗ вара таҫта аякра Сковородников кӑшкӑрнине, Даша инке йӗре-йӗре вӑрҫнине илтрӗм. — Пирӗн иксӗмӗрӗн сывпуллашмалла, Ванюкӑм, — калаҫма пуҫларӗ вӑл татӑклӑн. — Мӗн тесе ҫырнӑ? — илтӗнчӗ залран. Туфтан сӑнӗ-пичӗ чӗрӗлсе кайрӗ. Вӗсем хушшинче тем пулнӑ ӗнтӗ. Унтан пӗр ҫинҫешке тимӗр татӑкне вут ҫинче хӗп-хӗрлӗ пуличчен хӗртнӗ те, ӑна йӗкӗтӗн чӗрнисем хушшине чике пуҫланӑ… Виҫ-тӑват минут иртсен, Том, хайхи ӑшӑх вырӑнпа шыв тӑрӑх утса, Иллинойс ҫыранӗ патнелле кайрӗ. «Мӗн аван марри пур вара сыснара?» Яков? — Эсир Танис сеньоринче, — тавӑрса каларӗ лешӗ. — Эпӗ — кунти ыйткалакан, эсир — кунти сеньор, — терӗ вӑл. Исидора чуптунисем тути ҫинчен те кайман чухне ма кунта чарӑнса тӑчӗ-ха вӑл? — Ҫук, — терӗ Гленарван. — Эсӗ килессине эпӗ шанса тӑтӑм, — вӑйпа сулчӗ вӑл аллине. Xаллап. — Пулма пултарать. — Ир-ха, — тенӗ Фома, карӑнкаласа… Ҫавна кала эсӗ мана, — кӑшкӑрать трубка умӗнче Токарев. Манӑн хӑлхана ҫивӗч тытмалла; ӗҫсем пӗрре ӑнмасанах, манӑн пуҫа сутса, хӑйсен мӑйне ҫӑлса хӑварӗҫ вӗсем. Ҫапла мар-и? Вара Наталья, кӗлтума пӑрахсах, васкавлӑн сӑхсӑхса илнӗ те пӗртте хирӗҫмесӗр ун ҫумне пырса выртнӑ. Вӗсен калаҫӑвне ыттисенчен хавхалануллӑрах вӑрт-вартрах ҫаврӑнкалакан Мазин итлерӗ, Самойлов вӑхӑтран-вӑхӑт Иван Гусева темскер каларӗ, амӑшӗ Иван кашнинчех юлташне чавсипе ҫынсем асӑрхамалла мар тӗртсе кулнине, куллине аран чаркаласа, пичӗ хӗрелнине, питҫӑмарти хӑпарса кайнине, лешӗ пуҫне чалӑштарнине курчӗ. — Ийя, питӗ илемлӗ, анчах мана темӗншӗн ытла та декораци евӗрлӗ туйӑнать, — терӗм эпӗ, кирек мӗн пирки те хам урӑх тӗрлӗ шутланине кӑтартас тӗллевпе. — Эпӗ вӗт калаҫма юратман ҫынсене курса тӑраннӑ ӗнтӗ. Пӗр эрнерен ытла тӳсес ҫук эпӗ, хам тем пек вӑйлӑ пулин те. — Ҫук, ҫук; кӑштах ӳснӗ, ҫитӗннӗ, — васкарӑм эпӗ ответлеме, — пачах урӑхла… эсир… Юлашкинчен ҫуталчӗ. Хӑш чухне Уҫӑп тата Петр Васильев кӗнекеҫӗ пек, хӑш чух — извозчик Петӗр пек туйӑнать, хушӑран тата унта кукаҫейпе пӗрпекреххи палӑрса каять — вӑл, кирек мӗнле пулсан та, эпӗ курнӑ мӗнпур старик майлӑ та туйӑнать. Ытла та кӑмӑллӑ сан-питлӗ Юрий, хӑйне килӗнче пӗччен тӑратса хӑварнӑшӑн савӑннӑ пек туяканскер, арӑмӗпе хӗрачи ҫине пӑхса, ӑшшӑн кулать. Каҫӑр сӑмсаллӑ, кӗрен сӑн-сӑпатлӑ йӗкӗт Давыдова сӑн-питрен вӗлт ҫеҫ пӑхса илчӗ те тем ыйтнӑн йӑл кулса ячӗ: — Эсӗ Давыдов пулмастӑн-и, юлташ? Ларӑр, ҫил пек вӗҫтерсе кайӑп! Анчах ҫынсем вӗсен тӗлӗнчен асӑрхамасӑрах иртсе каяҫҫӗ. Пурӑнӑҫӑм ман виҫӗ ҫын валли те ҫитет. Пире пӗрремӗш группӑра тесе шутлатчӗҫ, ҫул енчен илсен, пирӗн хӑшпӗрисем улттӑмӗшӗнче те вӗренмеллеччӗ ӗнтӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Фелпссене хулана хам япаласене илме кайма шутлани ҫинчен пӗлтертӗм. — Кама илетӗр? Икӗ сехет иртрӗ… Фурштатсем утсене кӑкарма шӑчӑсем ҫапаҫҫӗ. Квартирьерсем, килти ҫынсем пекех, офицерсемпе салтаксене хваттерсем кӑтартса, урамсемпе тӑкӑрлӑксенче хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ. — Акӑ мӗн. Негрне кӗҫех тытмалла ӗнтӗ, тен, хӑй тунӑ усал ӗҫе йышӑнтараҫҫех-ха ӑна. Вӑл вельбота пӑрасшӑн пулчӗ. Кун пек тума май ҫук иккен. Пӗр вилӗмсӗрех вилет вӗт старик, хам куҫ умӗнчех тата, эпӗ вара, каҫса кайса кулнине пула, ниепле те тӳрленсе тӑма пултараймастӑп. Пӗр йӗкӗчӗ — Ефим, ҫав тери вӗрискер, тӗлӗнмелле. Кивӗ брезент плащ тӑхӑннӑ, хӗрлӗ пусмаран ҫӗленӗ пушшех те кивӗрех пиҫиххи ҫыхнӑ Ҫӑрттан мучи, шӑннипе кӳтсе кайнӑскер, хӑйне кура мар вӑрахчен ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль те шухӑ чупакан ӑйӑрсене хӑваласа, чӑпӑрккипе хӑмсаркаларӗ, тутине шӑхӑрттарса чаплаттара-чаплаттара илчӗ. Давыдов Лушкӑпа ҫӳренине Разметнов туйнӑ ҫеҫ-ши е пӗлсех пӗлнӗ-ши? Епле калаҫать вӑл! — терӗ Краут: — капитана тухиччен служить туса пӑхӑр-ха, урӑхларах калаҫма пуҫлӑр. — Вӗсем пӗр-пӗрне хӑнӑхса ҫитӗҫ-ха, мучи. Апла пулин те, Дик Сэнд иккӗленсе тӑчӗ. Алӑкпа. Сылтӑм куҫ харшинче тарӑн ҫӗвек выртать, ҫав ҫӗвеке пула куҫ харши те кӑшт ҫӳлелле ҫӗкленнӗ пек, унӑн сылтӑм хӑлхи те сулахаййинчен ҫӳллӗрех пек туйӑнать, ҫавӑнпа та ун пӗтӗм сӑн-пичӗ вӑл яланах темскере хӑраса итленӗ пек курӑнать. Пӗр хӗре юратнӑ эпӗ — тӗлӗнмелле лайӑх ҫынччӗ вӑл, калама та ҫук. — Эх, Петр Андреич! — терӗ вӑл, аллисемпе сулса. Ӑна Полтава комиссарӗ те паллать. Корчагин хӑй Файло патне епле пырса тӑнине те лайӑх астумасть:— Выльӑх! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Обозпа е вӑкӑрсемпе кайма тур ан хуштӑрах ҫав! — Пирӗн халӗ каймалла мар-и? Уҫӑ чӳрече тулашӗнче кайӑк телее пула хрусталь сасӑпа юрлать. Чӑнах тӗлӗнмелле! Аслӑ император майри мана пӑхса йӑл кулса илме кӑмӑл турӗ тата хӑйӗн пӗчӗк аллине ман пата чӳрече витӗр кӗрнеклӗн тӑсрӗ; эпӗ ӑна чуптуса илтӗм. — Хуйхи те урӑхла, савӑнӑҫӗ те… Вӑрҫӑ вара тӑруках ав ҫавӑнталла ҫаврӑнса каятчӗ! Эпӗ Койшаур айлӑмне анса ҫитнӗ ҫӗре хӗвел юрпа витӗннӗ ту хыҫне пытанма пуҫларӗ те ӗнтӗ. Кораблев та вӗт ӑна юратнӑ, тен, пуринчен те ытларах юратнӑ. Ҫак самантра ун савӑнӑҫӗ ҫумне пӗр лайӑх мар япала пырса пӗрлешрӗ: вӑл хӑй садра, ангел чӳречи патӗнче, мӑшкӑл курни ҫинчен астуса илчӗ. Анчах ҫак асаилӗве йӑшакан хӑйӑр ҫине ҫырса хунӑ теме пулать. Томӑн савӑнӑҫ юхӑмӗсем ӑна йӑлтах ҫуса ячӗҫ. — Юрӗ ӗнтӗ, — терӗ Гленарван. — Халӗ юлташсем патне кайӑпӑр та, вӗсене пончосемпе лайӑхрах пӗркенсе выртма хушӑпӑр, нимрен те ытларах чӑтӑмлӑха хытарма сӗнӗпӗр. Пире вӑл пуринчен те нумайрах кирлӗ пулать. — Симаков кулса ячӗ те хушса хучӗ: — Пирӗн ӗҫӗ яланхиллех: витре, катка та шыв. — Мӗн тӗслӗ вӗсем? — халӗ ӗнтӗ пӗр шӳтлемесӗр ыйтрӗ Давыдов. Пирӗн тулла мӗншӗн пуҫтарнине пӗле-е-ет-пӗр! Пӗр бригада, значӑт, ӗнесем кӳлсе суха тӑвать — айлӑмра, сухалама йывӑртарах ҫӗрте. Луалаба хӗрринче пурӑнакан маньема йӑхӗ вӑрҫӑра вӗлернӗ тӑшмансене анчах мар, ҫиме тесе чурасене те сутӑн илет. «Ҫын какайӗ кӑшт тӑварлӑ, ӑна ним юрма та кирлӗ мар», — теҫҫӗ вӗсем. Хӗрарӑмсем тӗрлӗ сасӑпа кӑшкӑрашма пуҫларӗҫ: — Эсӗ, путсӗр ҫын, хӑҫан та пулсан ачасемпе аппаланнӑ-и?! Анчах та старике курсан вӑл шӑлне йӗрчӗ те, пуҫне сулла-сулла кӑшкӑрса ячӗ: — А, Касьянушка! Татах теприне ҫӗре шӑршлаттартӑм, унтан вара манӑн вӗсене хӗнеме вӑхӑт пулмарӗ, мӗншӗн тесен вӗсем мана тӑваттӑн кӳпкерӗҫ. Сӑнчӑрӗ, пӑхӑр алӑри тимӗр пушӑ евӗр, тупӑ тавра урса кайнӑ пек ҫаврӑнать, тупӑ сиккине тата ытларах хӑрушӑлатать. Кам пур ҫавӑнта? Ун ҫине ларайманнишӗн король пӗртте пӑшӑрханмарӗ; ҫапла вара, манан пӑрахут ҫинче ярӑнасси пулмарӗ. Э! Ну, пӑхар-ха, мӗн вара София. Бомбӑсем тӑкма пуҫличчен виҫ-тӑватӑ минут малтанрах комбат Лозневой хӑйпе пӗрле Хмелько лейтенанта тата вестовой Костьӑна илсе, виҫҫӗмӗш ротӑн команднӑй пунктне кайнӑ; ҫӗр каҫиччен пушшех салхуланнӑскер, вӑл, хӑйне валли ниҫта та канлӗх тата вырӑн тупаймасӑр, ытлах кирлӗ мар ҫӗртенех, ирхине пӗрмай оборона рубежӗ тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ. Юлашкинчен аранах килӗнчен тухсан, вӑл хӑйне вилӗм хӗрхеннӗшӗн савӑнмарӗ те. Вӑл ӗнтӗ вӑрттӑнлӑха тавҫӑра пуҫларӗ, Негоро хӑйне мӗнле каварлӑ тыткаланине ӑнлана пуҫларӗ. Ҫав чӳлмекре — манӑн вӑй, манӑн пурнӑҫ. Савӑнӑҫлӑрах ӗҫ, ӳсӗр пулмӑн!.. Пиншер ҫын сирӗнтен лайӑхрах пурӑнма пултарать, — анчах пурӑнасса выльӑх пек пурӑнаҫҫӗ, ҫитменнине тата, мухтанаҫҫӗ — лайӑх пурӑнатпӑр, теҫҫӗ! — Мӗн вара? Эсир халь пур показанисене те илтмен. Эпӗ сана малтанах каласа хуратӑп — енчен эсӗ хӑвӑннех йышӑнтарасшӑн хӑтланса пӑхатӑн пулсан, эпӗ ыран пухура тухса калатӑп, унта эсӗ ху валли хӳтлӗх тупас ҫуккине шансах тӑратӑп. Ҫӗрӗ тӗп-тӗттӗм те нӳрӗ, юханшыв хӑвӑрттӑн юхса выртнӑ пек татти-сыпписӗр ҫил вӗрет, сивӗ хӑйӑр урасенчен яра-яра тытнӑ пек туйӑнать. Политовский шултӑра кӑмрӑк муклашкисене тендер хӗрринчен хырса илнӗ пек туса, ӑна пӑртак айккинерех пӑрӑнса ларма ыйтсан, нимӗҫ нимӗн чӗнмесӗрех паровоз будкин алӑкӗ патне аяларах куҫса ларчӗ. Кӗнекене питӗрсе хучӗ те тумланма пуҫларӗ. — Пыратӑн-и трактира? — терӗ Ситановӗ. Ҫак азбукӑпа манӑн ӗҫӗм хута кайрӗ вара. Ҫулталӑк маларах пулнӑ пулсан, эпир кунтан иксӗмӗр пӗрле кайнӑ пулӑттӑмӑр. Вӑл, пӳлӗм варринче, аллине ҫӗклесе, шӗвӗр пӳрнине ҫӳлелле тӗллесе вуланӑ пек калаҫнӑ: — Хӑйпе хӑй кӑмӑллӑ этем — общество кӑкарӗ ҫине тухса ларнӑ шыҫӑ… Кунта офицерсем те нумай пулнӑ, кайран ку офицерсем король ҫарӗсенче чапа тухнӑ; кунта опытлӑ партизансем нумай пулнӑ, вӗсем хӑйсен ӑслӑ пуҫӗпе ҫапла шутланӑ: кирӗк ӑҫта пулсан та ҫапӑҫмалла ҫеҫ пултӑр, мӗншӗн тесен чипер ҫынна ҫапӑҫусӑр пурӑнни килӗшмест, тенӗ. Пӗр самантлӑха ӑна ҫӑмӑл тӗтӗм карри карса, хупласа лартрӗ, анчах хӗвел ҫутатса илчӗ те Юргин курах кайрӗ: боец, ухмаха ернӗ пек, тем кӑшкӑрса, танка хирӗҫ утать иккен. — Курнӑҫма тӳр килмерӗ, анчах телефонпа калаҫрӑмӑр, — ответлерӗ вӑл Виктор Огарнова. Алтӑр ҫӑлтӑр аври горизонт хӗррине перӗнес пекех усӑнса тӑрать. — Манне те. Ыратнипе вӑл чут ҫеҫ кӑшкӑрса ямарӗ. Э? Никам та, ашшӗ те. Унсӑр пуҫне, вӗсем личинкисене те илсе кайнӑ — эпӗ пӗрне те тупаймарӑм. — Гюго чаплӑ писатель, — хирӗҫлерӗ Майданов, — манӑн Тонкошеев тусӑм, хӑйӗн испанла Эль-Тровадор романӗнче… Ятлаҫнӑ чух вӑл чуна пырса тивместчӗ, чун ҫинчен ыттисем калаҫнӑ чухне вӑкӑр мӑйӗ пек хӗрлӗ майне тайса ним чӗнмесӗр тӑратчӗ. Карӑнтӑк пир айӗнче, пушӑ ещӗксем ҫинче, кунӗ-кунӗпе кунти наянсем лараҫҫӗ, вӗсем Барлоу фирми кӑларакан ҫӗҫӗсемпе патак чутлаҫҫӗ, табак чӑмлаҫҫӗ, анасласа карӑнаҫҫӗ — тӗрӗссипе каласан, ниме юрӑхсӑр халӑх кунта. Петруҫа вӑл пӗрре кӑна мар чӗрҫи ҫине лартнӑ, хӑйӗн чӗтрекен аллипе ӑна пуҫран ачашланӑ. Эпир аяккалла тапранса кайма та ӗлкӗреймерӗмӗр, лаша каялла ҫавӑрӑнса пӑхса, сасартӑк хӑраса аяккалла ыткӑнчӗ те ӗрӗхсе кайрӗ: вӑл хӑй хыҫӗнче тӗлӗнмелле юланута курчӗ. — Кунта пӗр ҫын пур, — Носков, сунарҫӑ, — каллех калама пуҫларӗ Яков. — Эпӗ сана ун ҫинчен калӑттӑм… Эсир, эпӗ шутланӑ тӑрӑх, Кавказ йӑхӗнчи саксонецсенчен пулас; ҫавӑнпа та эсир светски йӑласене пӗлетӗр пулӗ тесе шутлатпӑр, апла пулсан та, эсир хӑвӑра паллаштарман хӗрарӑмпа сӑмах пуҫлатӑр. Чипер юл, больница! Емельяна кӳрентерме тивӗҫӳ ҫук сан! Унӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ куҫӗсем телейлӗн ялкӑшнӑ, тата вӑл ҫавӑнтах, хӑйпе выляттарасшӑн пулса, пуҫӗпе Наталья чӗркуҫҫийӗсене тӗртнӗ. Огнянов ҫавӑнталла куҫ чарса пӑхрӗ. Пушар ҫути пӗлӗте карса илнӗ иккен, чечеклӗ йышлӑ ялсем кӗл пулса юлчӗҫ. Лешсем ӑна аллисене ҫупкаласа, кулса кӗтсе илчӗҫ. Унтан ертсе пыраканни тухрӗ те пӗр-ик сӑмах каларӗ: «Йӗркене пӑстармастпӑр, ҫак господин хӑйне йӗркеллӗ тытма ҫеҫ сӑмах патӑр, енчен вӑл юланутпа ҫӳреме пӗлетӗп тет пулсан, ӑна лаша ҫине утланса чупма ирӗк парӑпӑр», — терӗ. Эпӗ пуҫа пӑркаларӑм. Тен, ку вӑл маншӑн ҫеҫ паллӑ пулӗ? Пӗри складсене сыхламалла, тепри — турттарнине сӑнаса тӑмалла. Яхно шухӑша кайрӗ те сасартӑк ҫӗнӗ сӗнӳ пачӗ: — Атя-ха, кайса пӑхар. Эпӗ ҫур кун ытла азотея ҫинче ирттерме хӑнӑхрӑм. Ӗнер кӑна кӑнтӑрлахи апат умӗн манӑн Том кушак аҫине «ыратнине лӑплантаракан эмел» ӗҫтерсе лартнӑ та, кушак аҫи чутах пӗтӗм кил-ҫурта ҫавӑрса тӑкмарӗ. Сирӗн аслаҫӑр ӑна пирӗнтен туртса илчӗ; юланутпа тухрӗ те, аллипе ҫавӑрса кӑтартса: манӑн ҫӗр, тесе тытса илчӗ. — Эс ӑна ҫырса хӑварнӑ та, вара эпӗ ҫинчех сана шырама тухса чупрӑм — анчах ӑҫта шырас тейӗн? Шавлани, улани, кулни, ахӑрни, ӳсӗрсем кӑшкӑрни, хавхаланса вӑрҫни Фомана илтӗннӗ; шӑтӑка капланнӑ чӗрӗ ҫынсен тем пысӑкӑш хӗвӗшсе тӑракан кӗмӗркки ҫинче юрӑпа макӑру явӑнса ҫӳренӗ; ҫынсем йӑраланнӑ, пӗр-пӗрне пусарнӑ, пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗсем ҫине сике-сике хӑпарнӑ, суккӑрсем пек тӗкӗшнӗ, кашнийӗ хӑй пекки ҫине пырса ҫапӑннӑ, кӗрешнӗ, унтан, ӳксе, куҫран ҫухалнӑ. Кивӗ йӗс пакур. Воропаев Горевӑна хӑюллӑн та ним пытарса тӑмасӑр ҫырнӑ; питӗ ҫывӑх ҫынсем патне ҫеҫ ҫапла ҫырма пулать. Вӑл хӑй ҫапла пулнишӗн Горева пурнӑҫӗнчен тухма шутлани (вӑл ҫавӑнпа ҫырман та-мӗн), тата хальхи пурнӑҫӗ мӗнле майлашса пыни те ҫакнах ҫирӗплетсе пани ҫинчен ҫырать. Вӗсем хушшинчи тавлашу ҫыхӑнӑва уҫӑмлӑнах татма пултаракан ятлаҫӑва куҫрӗ. Татти-сыпписӗр чашлаттаракан ҫумӑрпа лӳшкеннӗ ӳсентӑран салху кӳрекен симӗс тӗслӗ, ватӑ ҫынна ашкӑнни е карчӑк хӑй кӑкарӗ ҫине роза чечекӗ тирни килӗшмен пек, ҫак тӗс те уйри калчасемпе тӗрлӗ курӑка пӗр илем те кӗртеймест. — Давыдов ӑҫта?.. Ӑҫта каяттӑн вара эсӗ? Ха-ха-ха! Фома, тротуар тӑрӑх утса, ҫав ҫурхахсене ҫӗмӗрсе пынӑ, вӗсем хурланчӑклӑн шӑтӑртатнӑ. «Ҫӗнӗ секретарь патне-и?» Тӗкӗнмессерен вӗсем, электричество токӗ пӗтӗм шӑмшакка тирсе илнӗ пекех, ыратса каяҫҫӗ. Ҫак кунтан пуҫласа Корчагин пурӑнӑҫӗ анаталла сулӑнчӗ. Кам пулатӑн-ха эсӗ? Уйӑх ҫав тери янкӑр ҫутатать, ҫыранран аякра-аякра юхакан пӗренесене те шутласа кӑларма пулать, вӗсем хуп-хуран курӑнаҫҫӗ, пӗр вырӑнтах выртнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. — Кашни ӑслӑ ҫынах ӑнланать… Ашшӗне питӗ юратать. Вӗсем чавсаланса ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗҫ те тӗтӗмрен хӑракаласарах, ӑна ытлашши шанмасӑртарах, хӑйсем ӑшнелле туртса вӗрнме пуҫларӑҫ. Вӑрӑм, ывӑнма пӗлмен тимӗр ураллӑ Бенедикт пичче те ҫула тухма хатӗр. Байрон тӗрӗс каланӑ: «I stood in Venice on the bridge of sighs», тенӗ. Тепӗр тесен, вӑл хӑй те аристократ пулнӑ. Ҫинҫе те вӑрӑмскер, таса мар тӑрӑхла питлӗскер, тиф хыҫҫӑн кӗскен касса янӑ ҫӳҫлӗскер, вӑл юхӑннӑ шӑпӑр пек туйӑнать. Вӑл тӑрса малалла утать, вилмеллех амантнӑ чӗрчун пек пускаласа, кашни утӑмрах такӑнать. Кама эсир ҫамрӑк Пойндекстере вӗлернӗ тесе айӑплатӑр, ҫавӑн ҫинчен. А эсӗ вӑл пурӑнӑҫа ҫӗнтерме тытӑнса пӑхрӑн-и? — Йӗрӗнчӗк ача!.. — кӑшкӑрса ячӗ Володя, ӳкекен япаласене тытса юлма тӑрӑшса. Австралине уҫни ҫинчен мӗн пурне йӑлтах пӗлместӗр пулӗ тетӗп, — терӗ майор йӑвашшӑн. Эпӗ тӗмесем ӑшӗнче выртса пиратсем мӗн тунине сӑнарӑм. Ытти урапасенчи хӗрарӑмсем ураписем ҫине карнӑ пирӗсем ҫине хӑпара-хӑпара ларчӗҫ. Хӑйӗн шӗвӗр шпорӗсемпе лашине хӗстерчӗ те вӑл, пӗтӗм вӑйпа козаксем хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ; вӑл каялла пӑхмасӑр пырать, хӑйӗн хыҫӗнчен мӗнпурӗ те ҫирӗм ҫын кӑна ӗлкӗрсе пынине те курмасть: козаксем, сиккипе ыткӑнса, тӳрех вӑрманалла пӑрӑнчӗҫ: Андрий лашипе таҫта ҫитиех кӗрсе кайрӗ, вӑл Голокопытенкона халь-халь хӑваласа ҫитет темелле. — Тепӗр кӗҫнерникун, июнӗн виҫҫӗмӗшӗнче, Соrpus Domini, ҫавӑнпа та вара манӑн ыйтӑва кирек епле пулсан та, ҫав кунччен татса парас пулать. — Вӗсем, хӑйсен тирӗпе мӗншӗн хӑрушлӑха кӗнине эпир часах пӗлӗпӗр, — ответлерӗ доктор. Снаряд стаканӗн пуҫне лапчӑтса тунӑ лампа (вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче вӗсене «катюша», тетчӗҫ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусем хыҫҫӑн вӗсене «сталинградка» теме пуҫларӗҫ) ҫывӑракансен мӗлкисене аран кӑна ҫутатнӑ. Ятсӑр пӳрнине тӑхӑнтарнӑ ахаль кӑна кӗмӗл ҫӗррине именчӗклӗн ҫавӑркаласа, хӗр пакӑлтатса кайрӗ: — Ман ҫи-пуҫ пӗтӗмпех хуралса пӗтнӗччӗ, йӗркерен тухнӑччӗ. Сансӑр пуҫне чул хӳме хӳттинче ларатӑп-и! Тӑвӑл ҫӗкленӗ пысӑк хумсем карапа хӑрушшӑн силлерӗҫ. Судьисем, Троекуровӑн ырӑ кӑмӑлӗ ҫине шанса, вӑл ӗҫе хӑй майлӑ туса панӑшӑн тав тӑвасса, хӑйсене мӗн те пулин парасса кӗтнӗскерсем, пӗр ӑшӑ сӑмах та илтсе юлаймаҫҫӗ. Тавернӑна мар пулӗ-ҫке. Анчах, малалла хӑвӑрах курӑр, панулми пички пирӗншӗн чи пысӑк службӑна туса пачӗ. Ӑна пула ҫеҫ эпир хӑрушлӑх ҫинчен вӑхӑтӗнче сисрӗмӗр тата предательсен аллинчен вилессинчен хӑтӑлтӑмӑр. Политикӑпа аппалантарасшӑн-и пире? Пуҫларӗ хайхи ҫил-тӑман ҫавӑрттарма…» «Уҫ!» терӗ такӑшӗ тулта, ҫав хушӑрах алӑка шаккаса. Володя лаши уксахлать; атте ун валли сунара ҫӳремелли лаша йӗнерлеме хушрӗ. Таҫта тупнӑ ачана тытса пынине вӑл халь кӑна асӑрхарӗ. Ҫак пӗчӗк ачан йывӑрӑшне те тинех туйса пӗлсе илчӗ. Вӗсем кунта-тӑк — ӗҫне те тупса парас ӗнтӗ. Эсӗ мӗн, чирлесех чирлес тетӗн-им вара? Ытарма ҫук илемлӗ хӗр ӑна хӑвӑрт ал пачӗ те каялла чупрӗ, — вара Санин урама тухрӗ. Яков Лукич, паллах, ҫилли килнипе ҫапла шутланӑ, Половцев тума пулнӑ переворота кӗтсе ывӑннӑ вӑл. Ҫут тӗнчере ҫынсем мӗнле пурӑнаҫҫӗ? Хулкки хупах ҫулҫи ҫумнех юхса пынӑ, паллах ӗнтӗ, вӑл тымара ҫакланнӑ. Тата темле ҫул та суйласа илме пултарать ҫак тиркевлӗ чӗрчун: сӑмахран, хӑлха е ӗнсе еннелле анма, ученӑй куҫӗсенчен аяккалла кайма, кирек хӑш ҫеккунтра та вӗҫсе хӑпарса, тӗттӗм пӳртрен хӗвел ҫуттине, тӑван-пӗтенӗсем сӗрленӗ ҫӗре, паллах, хӑйӗн яланхи пурнӑҫне ирттерекен ҫӗре, тухса кайма, хӗвел пайӑркинче ҫухалма пултарать. — Ӑна вӗлерес-и? Ӑҫтан аташма пултартӑм эп ҫакӑн пек! Ҫав сӑмахсене каланӑ чухне эпӗ пичче ҫине тинкерсе пӑхса илтӗм. Анчах ку ҫырласем — пӗр тумлам шыв ҫинчи пӗчӗкҫеҫ пӗрчӗ ҫеҫ; шывӗ ҫӑварта таҫта кайса ҫухалать те, пӗрчи вара ҫӑвара темӗнле йӳҫек тӑратса хӑварать. — Ну, хатӗр-и? — ыйтрӗ Челкаш ерипен, кӗсменсемпе аппаланакан Гаврилӑран. Ҫӗрлехи шӑплӑхра ҫырана тухнӑ гиппопотамсем тулхӑрни, крокодилсен тирӗн хытӑ хуппи чаклатни ҫеҫ илтӗнсе тӑчӗ. — Ак ӗнтӗ! — тин аса илнӗ Фома. Тӑр апат ҫиме, — терӗ вӑл, диван ҫинче ҫывӑраканнине хулпуҫҫийӗнчен лӑкаса. — Турӑҫӑм, хӗрне качча парса хӑйӗн ҫуртне кӗрӳшне парнеленӗренпе акӑ ӗнтӗ пӗр сакӑр ҫул ҫитрӗ пуль? — Тӗрес, сэр, анчах пире сирӗнпе иксӗмӗршӗн ку пурпӗрех, — терӗ Сильвер. Часах акӑ ҫӗтӗк сулӑллӑ кивӗ мундир та, ҫаннисене сывлӑшалла кӑнтса, ука кофтӑна ыталаса илчӗ, ун хыҫӗнчен дворянсен герб тӳмеллӗ мундирӗ, ҫухине кӗве ҫисе янӑскер, тухса тӑчӗ, унтан шурӑ казимиртан ҫӗлетнӗ вараланчӑк йӗм курӑнчӗ. Ку йӗм ӗлӗк Иван Никифорович пӗҫҫине шӑпах пулнӑ, халь акӑ унӑн пӳрнисене тӑхӑнтартма юрать-и тен. — Ҫапла, чунӑмҫӑм, юмах… — Эсӗ манран ыйт: эпӗ, тӑванӑм, пурне те пӗлетӗп! Эпир малтанхи вырӑнах чарӑнтӑмӑр та, хамӑрӑн япаласене пура ӑшне куҫарма тытӑнтӑмӑр. Хохола ил-ха эс: вӑл тимӗртен тунӑ ҫын пек, анчах чунӗ унӑн — ача чунӗ! Хӑрах енче вуникӗ присяжнӑй вырнаҫса ларчӗҫ. — Вӑл большевик пулманнине хам пӗлсе тӑратӑп. Виҫҫӗмӗш кунне, кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче вӑл чылаях пысӑк тутлӑ кукӑль таткине — ҫак госпитальти, деликатес шавлама юратакан кайӑксене уйрӑмӑнах кӑмӑла каяс пек — хӑйӗн минтерӗ айне чиксе хучӗ. Ҫулталӑклӑх хаҫат ҫырӑнма икӗ доллар тӑрать, виҫӗ ҫынран вӑл ҫуршар доллар илнӗ, лешсем ӑна, малтанах тӳлеме пулнӑ, тӳлессе вара, яланхи пекех, укҫа вырӑнне вутӑ е сухан сӗннӗ; анчах герцог: «Типографине тин кӑна туянтӑм, унти ӗҫсен хакне пултарнӑ таран йӳнетрӗм, малашне типографире тумалли ӗҫсемшӗн укҫине тӳрремӗнех хама тӳлемелле пулать», — тенӗ. — Провинцири йӗрӗнчӗк театрсенче ҫакна пурне те курнӑ эп, пӗр хут ҫеҫ мар. Тепӗр ирхине, Корчагина пристаньрен илсе хӑпарнӑ фаэтон пысӑках мар садра ларакан пӗчӗк пӳрт патне пырса чарӑнать те, Павел хӑйне ӑсатма пынӑ ҫынна Кюцамсем ҫавӑнтах пурӑннине ыйтса пӗлме ярать. Егорушки вара унӑн сарӑ ҫӳҫне, таса пит-куҫӗпе вӑйне пӗтӗм чун-чӗрипе курайми пулса ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл мӗнле кулнинчен сехӗрленсе хӑрарӗ, ҫавна май асӗнче тӑрӑшсах ӑна тавӑрмалли усал сӑмахсем шырарӗ. Пурне те вуншар пӳрне панӑ, анчах кашниех хӑй аллисемпе нумайрах ярса илесшӗн. Вӗсем пыл хурчӗсем пек ҫепӗҫҫӗн янӑраҫҫӗ. Лилипутсем тӗрлӗ майпа улталанине вӑрӑ тунинчен те йывӑртарах айӑп тесе шутлаҫҫӗ. Ҫавӑнпа кун пек ҫынна вӗлерменни сайра хутра ҫеҫ пулать. Тӑнлӑ-пуҫлӑ ҫын, сыхланарах, асӑрханарах пурӑнсан, хӑй пурлӑхне вӑрӑсенчен яланах сыхлама пултарать, анчах чее ултавҫӑран хӳтлӗх ҫук, теҫҫӗ вӗсем. Ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм суту-илӳ ӗҫӗ сутӑҫӑсем пӗр-пӗрне шанни ҫинче тытӑнса тӑрать. Ҫавӑнпа законӑн суту-илӳ ӗҫӗсенчи кирек мӗнле ултавпа чеелӗхе те пит хытӑ хӗстермелле. Бьярне господин хӑйӗн кӗсьине пайтах специесталерсем чиксе хучӗ те, ҫапла каларӗ: — Ытлари кун ирхине, 7 сехетре пӑрахут ҫинче пулӑр, — терӗ. Унӑн ҫакӑнса тӑракан вӗтӗр-шакӑр эрешӗсем ҫил вӗрмессерен лӑпкӑн та сиввӗн шӑкӑртатнӑ. Воропаев саккӑрмӗш ҫын пулчӗ. Эпӗ ҫилленместӗп!.. Пӗр уншӑн кӑна кӑнтӑра килес пирки ҫак мӗнпур кирлӗ мара шут тытрӑм эпӗ. Кунта унччен йӑнӑшпа вӑрӑм ӗмӗрлӗ текен, хуппипе египет сиеничӗсем евӗрлӗ ҫӳллӗ баобабсем, ҫавӑн пекех веереиксем, тамариндӑсем, перечниксем тата Ҫӗнӗ Тӗнчен ҫурҫӗр пайӗнче ӳсмен, америка ҫыннисем палламан ытти ҫӗршер ӳсентӑран тӗл пулать. Ҫак самантра темиҫе ҫын хӑвӑрттӑн пӗр-пӗрне куҫ хӗссе илнӗ те, сасартӑк Фома ҫинелле ывтӑнса, хӑйсен ӳчӗсемпе ӑна пусарма пуҫланӑ. Хӑраса ӳкнӗ кӗтӳ тепӗр еннелле — хӗвелтухӑҫнелле пӑрӑннӑ; анчах кунта та ҫынсем пулнӑ. — Эпӗ мӗн? Укҫа хӑварчӗ, — пысӑк тӗркем. Халь ҫеҫ ҫырса кӑтартнӑ купсапа пачӑшкӑсӑр тата йӑрӑ кӑна икӗ тур лашана вӗҫсӗр пушӑпа ҫапса хӑвалакан Денискӑсӑр пуҫне, кӳмере тепӗр ҫын ларса пырать — ку вӑл хӗвелпе пиҫсе хуралнӑ тӑхӑр ҫулсенелли ача, Кузьмичов тӑванӗ Егорушка. Эпӗ тӗшмӗртни тӗрӗс пулсан, пирӗн, инкеке, ҫын пурӑнакан ҫӗре ҫитме чылаях каяс пулать. Эпӗ сана, йӗкӗт, чӑннипе калатӑп: пур ӗҫӗ те санӑн ку, эсӗ вара курмастӑн, чухласа та илейместӗн. — Тинех шӑпа тулчӗ! — терӗ капитан. Тӳрех калӑпӑр: пултарнӑ. — Халь ӗнтӗ хуть хӑв урлӑ сиксе каҫ, а хамӑр ӳссе пынине кӑтартасах пулать. Нумайччен ишсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗсене Гуанахань ятлӑ ем-ешӗл утравӑн ҫыранӗ курӑнса кайнӑ, Колумб ӑна Сан-Сальвадор тесе ят панӑ, вӑл Испани сӑмахӗ, чӑвашла каласан, «хӑтаракан» тени пулать. Ултавлӑ этемрен, йӗтӗм кӑмӑллӑ ҫынтан хӑтар… Йӑнӑшатӑн! Тепӗр тесен, ку тӗрӗсех те мар. Кунсӑр пуҫне сире эпӗ май килнӗ чух тепӗр пӗчӗк задани хушса парасшӑн. Хӗрарӑмсем пиллӗкмӗш хута хӑпарса кайрӗҫ. Ҫур акта Марья Николаевна чӑтӑмлӑн итлесе ларчӗ, анчах пӗрремӗш еркӗн хӑйӗн хӗрарӑмӗ урӑх ҫынпа ҫӳреме пуҫланине пӗлсен (ун ҫинче «буфсемлӗ» тата плис ҫухаллӑ хӑмӑр сюртук, перламутр тӳмеллӗ йӑрӑм-йӑрӑм жилет, — симӗс панталонсем тата шурӑ сӑран перчеткесем), ҫак еркӗн чышкисене кӑкӑрӗ ҫине тытса, чавсисене шӗвӗр кӗтес пек малалла туса, чӑн-чӑн йытӑ пек уласа ярсан — Марья Николаевна чӑтаймарӗ. — Чим, мӗн эсӗ ухмахланатӑн-им? Эпӗ ҫав тери хӑрама тытӑнтӑм, хӗрарӑм мӗн калаҫнине те тӑнлаймастӑп. Ҫав шлепке уйӑх ҫути тӗлне лексе, вӗсен куҫӗсем умӗнче йӑлкӑшса кайнӑ. — Мана вӑл кирлӗ те пулмарӗ. Хӑвӑр тӳрӗ кӑмӑллӑ пулсан эсир те пултарас ҫук. Юнкун, июлӗн 15-мӗшӗ. Пуринчен те, пуринчен те кулать вӑл! — Дмитрий, — терӗ те Елена тепӗр хут хӗрелсе кайрӗ тата ытларах ун ҫумне тӗршӗнчӗ. — Анчах асӑрта тытӑр, — терӗм эпӗ, — капитан Кидд тӑракан вырӑна эпӗ каялла таврӑнма шутламастӑп. Анчах вӑл, манӑн ырлӑха пулас, часах вилсе кайрӗ те, — мана каялла яла илсе килчӗҫ. Ӑнланса илме йывӑр: тӗрмене хупнӑскере законлӑ суд тӑвас вырӑнне мӗншӗн ӑна каллех халӑх ушкӑнӗн аллине памалла-ха? — Боримечка та вӑхӑт тупнӑ-ҫке авланма, — кӑмӑлсӑр каласа хучӗ Остен. Кӑҫалхи апла мар — ҫирӗп те ҫурҫӗрти пек хаяр, хӑй вӑйне ӗненекенскер, ытарма ҫук илемлӗ! Часах икӗ казаклӑ свитӑпа сотник тата станичнӑй атаман юланутпа килсе ҫитрӗҫ. Ольховкӑра ҫеҫ, чи пысӑк сӑртлӑхра — кӑшт ҫутӑрах. Ҫамрӑк капитан паллӑ парсанах, Геркулес кока ҫухавинчен ярса тытӗ те трюма ҫӗклесе кайӗ. Ҫакна тума нумай вӑхӑт кирлӗ мар. Ҫав вӑхӑтри условисене шута илсен, Метеорологи сержанчӗн отвечӗ ӗненмелле мар хӑвӑрт ҫитрӗ. Сасартӑках вар тавралӑх шӑпланчӗ; ҫур ҫӗр тӗлнелле час-часах ҫапла пулкалать!.. Пылчӑклӑ ура йӗрӗсем тата вӑл тӗрлӗ булавкӑсем, запонкӑсем хуракан пушӑ шӑвӑҫ савӑт, «Катык» пирус савӑчӗ кӑна тӑрса юлчӗ. Тӑван ҫӗршывран аякра ҫӳресси асаплӑ пулин те, Грант капитана шыраса тупас тӗлӗшпе пӗр шанӑҫ пулсан, яхтӑн экипажӗ инҫетри ишевсен татах темӗн чухлӗ инкекӗсене тӳссе ирттерме хатӗр тӑрать. Вандея пӗтрӗ. Тӑшмансем чӑнахах темиҫе лаша илсе кайма ӗлкӗрнӗ, анчах вӑл ниме те пӗлтермест: лашасем нумай пулнӑ вӗсен. Мӑшкӑл тӑвас тесе, ҫиҫӗмпе сана кукша пуҫӑнтан ша-ап! тутарӗ те вара вырт эсӗ, Ҫӑрттан, чӗрнӳсене айккинелле сарса. Ҫаксем пиркиех пултараймастӑп та. Мӗн шуйттан тума кирлӗ мана кулак хӳрешки!.. — Тепӗр тесен, халь эсир урӑххи ҫинчен калаҫатӑр. Ҫӗр ҫумӑр шывӗпе шӳсе кӳпченӗ, пӗлӗтсем ҫилпе таткаланса сирӗлсен, вӑл ҫутӑ хӗвел ӑшшинче киленсе выртать, шупка сенкер пӑспа пӑсланать. Ҫумӑрпа хумсен сирпӗнчӗкӗ часах Челкаш выртнӑ ҫӗрти хӗрлӗ лаптӑка ҫуса тасатнӑ, вӗсемех ҫыранти хӑйӑр ҫинчи Челкаш йӗрне те тата ҫамрӑк йӗкӗт йӗрне те ҫуса янӑ… Вӑл асӑрханмасӑр куҫне уҫрӗ, вара хӑйӗн пӳрнисем ҫинче, чӑпта тӑрӑх юхакан шыв йӑрӑмӗсемпе йӗпе ҫаннисем ҫинче тата аялта ҫӗр ҫинче темле шурӑ симӗс ҫутӑ, хыпса илсе, пӗр пилӗк хут вӗлтлетнине курчӗ. Вӑл Санин аллине хӑйӗн илемлӗ те шурӑ, вӑйлӑ аллисемпе хыттӑн тытса чӑмӑртарӗ. Мӗнле вӑл сана ҫавӑн пек кӳрентерчӗ вара? «Каймалла!» хыттӑн кӑшкӑрса ячӗҫ запорожецсен куренӗсенче. Ҫапах, манӑн часах вӗри чӗреллӗ ҫыннӑнни пек ҫӑра куҫхарши ӳсессе шанса, эпӗ лӑплантӑм, хамӑрӑннисем эпӗ куҫхаршисӗр пулнине курсан, вӗсене мӗн каласси пирки кӑна пӑшӑрхантӑм. — Ну, тен, сулчӗ те пулӗ, — терӗ Огарнова, ассӑн сывласа. Питех те шултра пӑр, грек мӑйӑрӗ пысӑкӑшскер, ҫӗр ҫумне вирлӗн пырса ҫапӑнать те, каялла сиксе, ҫӗнӗрен ҫӳлелле ывтӑна-ывтӑна каять. — Куртӑн-и? Хмелько ҫине пӑхмасӑр, бронза тӗслӗ тулли йӗкелсене ывӑҫ тупанӗ ҫинче сиктеркелесе, Лозневой шӑппӑн ыйтрӗ: — Пӗлетӗн-и, камсем эпир? — Сӑлтавсем? Судья вара хӑйне вӑхӑт-вӑхӑтӑн аванах туйре; вӑхӑт-вӑхӑтӑн ун сывлӑхӗ каллех начарланчӗ. — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтатӑп юлашкинчен тӑна кӗрсе. Сенкер куҫли вӑраххӑн:— Халь ӗнтӗ пурӗпӗр — икӗ вилӗм пулас ҫук, пӗринчен хӑтӑлас ҫук… — терӗ хирӗҫ. — Аван тирпейленӗ. Анчах кунта пурте мар-ха! — Камӑн вӑл? — Ку вӑл анне ӗҫӗ, ҫуртпа аппаланма манӑн вӑхӑт ҫук, ӗҫлес пулать. Вӗсем халӗ ак — сӗм-тӗттӗм ҫӗрле — кӗпер патӗнче кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ, кӗперне вӑйлӑн вӗрекен ҫил хуската-хуската илет. Штыкӗсене чанклаттарса полки-полкипе пехота кӗпӗрленсе тӑрать, ополченецсем, лавсем килсе капланнӑ. Приказ леҫекен юланутлӑ офицерсем хӑйсем валли ҫул хываҫҫӗ. Вигвамри ҫунакан вут патӗнче ларакан Синопа лӑпланса аслашшӗ ҫине куҫне чаркаласа пӑхса илнӗ. Вӗсем ҫыран хӗррине тухрӗҫ. Упӑшки вилнӗ пекех ҫывӑрать. — Тӑр, тӑр! хӑвӑртрах тӑр! — кӑшкӑрчӗ вӑл, упӑшкине аллинчен турткаласа. Тӑхта ак, Марийка, хӑвах курӑн! Вӑт калаҫ эсӗ ҫав ухмахпа. Лукашка чӗлпӗртен ярса тытрӗ. Анчах Шпортной — пуп мар, мишавай. Давыдов вара вилме пачах та шутламасть, апла пулсан, манӑн мӗн сӑлтавпа хыпаланмалла-ха? Иртсе кайрӗ-и? 1914 ҫултанпа вӗлеретпӗр те — этем мӗне пӗлтернине хӑнӑхрӑмӑр-ши? — Ман характер сире паллӑ: эпӗ ҫынсенчен ҫӳлерех пулма вӗреннӗ, ҫамрӑк чухне ҫиеле тухасшӑн пушшех те ҫунаттӑм. Ку ыйтӑва хирӗҫ вӑл нимӗнех те калаймӗ, — тесе шанса тӑраттӑм. Анчах эпӗ йӑнӑшрӑм! Ҫавӑн пек манӑн теори! Каҫ пулса килет; хӗвел садран ҫур ҫухрӑмри пысӑках мар ӑвӑс ращи хыҫнелле пытаннӑ; раща мӗлки хускалми выртакан хирсем урлӑ вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлса выртать. Эпӗ ерипен унта утса пыратӑп; анне, карнӑ шӑналӑка уҫать те, хуллен сӑмах хушать: «Андрей Петрович, Петруша ҫитрӗ, вӑл, эсӗ сывӑ маррине пӗлсе, каялла таврӑннӑ; пилле ӑна», — тет. Давыдов тимӗрҫ лаҫҫи умӗпе иртсе каякан ҫул ҫине, тусан ӑшӗнче чаваланакан ҫерҫисем ҫине пӑхать. Эпӗ савӑнӑҫлӑн пурӑнма пӗлнӗ ҫынпа, нумай курнӑ та нумай пӗлме кирлӗ ҫынпа калаҫма май килсе тухнӑран хӗпӗртесе карӑм. Лаша пӑрӑнса кайнӑ чухне, вӑл ҫын пуҫне курса юлчӗ, лаша ҫинче ларса пыракан ҫынӑн пуҫне курчӗ, анчах вӑл хулпуҫҫи тӑрринче пулас вырӑнне юланутӑн аллинче йӗнер пуҫӗ ҫумӗнче пулнӑ, — ку вара пуринчен те хӑрушӑ пулнӑ. Мӗн мурӗ кирлӗ? Эх, тӗпсӗр карланкӑ! Эсир ытла хӗвеланӑҫ еннелле пӑрӑнса кайрӑр, дон Мигуэль. Куҫ умне килсе тӑна пекех хӑвӑрт ҫухалма та пултарӗ тейӗн ҫав, эпӗ ӑна аллисенчен хыттӑн тытса тӑтӑм… Камӑн каймалла-ха, господа, шухӑшлӑр, — терӗ вӑл каллех. Романьере халӑх тискер, ҫӗҫӗсемпе те пӗр-пӗрне чикме тытӑнсан… — Ӗҫе пӗр-пӗрне ҫӗҫӗпе чикесси патнех ҫитермелле мар. Шӑппӑнрах, шӑппӑнрах… Андрей хӑвӑрт хӗрелсе-кӑвакарса кайрӗ. Чӑн-чӑн фронт линийӗ патнелле тин ҫеҫ ҫывхаратпӑр-и тен эпир? Хӗрарӑм лӑплана пуҫларӗ. Полозов икӗ ҫул службӑра пулнине (улан пулнӑ! мӗн калӑн, лайӑх пулнӑ ӗнтӗ — кӗске мундирпе!) виҫӗмҫул авланнине пӗлчӗ; акӑ иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ арӑмӗпе ют ҫӗршывра пурӑнать, «арӑмӗ халӗ Висбаденра темле чиртен сывалать», ун хыҫҫӑн Парижа каять. Тул ҫути сисӗнкӗсӗр ҫитсе тӑнӑ, халӗ ӗнтӗ Давыдов, ыйӑхран вӑраннӑ пек, пӳртсен, сарайсен, ҫивиттисен мӗлкисене, шӑпланнӑ садсенче ларакан йывӑҫсен тӗксӗм-кӑвак ушкӑнӗсене, хӗвелтухӑҫӗнче — шурӑмпуҫӑн кӑшт ҫеҫ палӑракан, пӑтранчӑк-хӗрлӗ йӗрне уҫӑмлӑнах курчӗ. — Тӗлӗнсе кайӑн! Кунти лапам вырӑн, шурӑ така тирӗпе витӗннӗ пек, ҫӑра шурӑ тӗтрепе витӗннӗ. Пӗрре ҫапла вӑратрӑм ӑна. Вӑл ахлатса ячӗ! — Персе амантнӑ жандарм пирки сӑмах хускатмарӗҫ-и? — Ун патӗнче пулнӑ эпӗ. — Эпӗ те пулнӑ. «Телейсӗр юлнисем — хурлӑх тӳснисемшӗн» — ҫакӑ вӑл хӑй пӑхса ӳстерме йышӑннӑ ачан ялавӗ ҫине малтанах ҫырса хунӑ унӑн девизӗ. Ҫапах та, эпӗ мӗн тума май килнине пӗличчен ӑна хӑратма кирлӗ мар. Вӑл выҫӑ пулнӑ мӗн. Чи лайӑх кӑвакарчӑнсене тытатчӗ. Пасар пулакан вырантан иртсенех-ха, присутстви алӑкӗ умӗнче хуралҫӑ тӑнине куртӑм, садра, решетке патӗнче штатски тумне тӑхӑннӑ ҫынсем ҫӳретчӗҫ, вӗсенчен пӗри пулемёт сӗтӗретчӗ. — Темӗн тусан та тухмалла мар. Ҫавӑнтан варах ӗнтӗ есаул Половцев ӑшша туртӑнать, ӑшӑ ҫӑматӑ тӑхӑнса ҫӳреме юратать… Пӗр темле вӑтам хресчене хӗнесе тӑкнӑ, арестленӗ, наганпа хӑратнӑ. Мана Самохин каласа пачӗ. Асту-ха, тавтапуҫ тет-ха! Эпӗ пытанса ларма ӗлкӗреймерӗм. Вӑл ун ҫине хӑрах куҫӗпе пӑхса илчӗ. Ҫӑра куҫхаршийӗсем кӑрт-карт туртӑнса илчӗҫ. Шлюпка ҫине хӑпартсан, вӑл Дик Сэнд тӑсса паракан сухари патне мар, витрери шыв патне антӑхсах туртӑнчӗ. — Тискер ҫынсем ҫав! — терӗ майор. Игнат, ҫак вӑхӑтра сӑнӗ тӗлӗшпе сахал улшӑннӑ пулсан та, канӑҫсӑрлансах пынӑ, — ятлаҫнӑ, час-часах сывлӑх пирки ӳпкелешнӗ. Аппӑшӗ патӗнче-и? Иккӗмӗш хут тарма май пулас ҫук. Халӗ ӗнтӗ Муани Лунгӑна турӑ пек шутланакан ҫынсене пытарнӑ пек пытарасси ҫеҫ юлчӗ. — Хамах-ҫке, — тавӑрчӗ Катя. — Юрать, эпӗ санпа килӗшетӗп. — А! — Кӑвакарчӑнӑм, аннеҫӗм-чиперскерӗм, — ачаш та йӗрмӗш сасӑпа сасартӑк калаҫма пуҫларӗ Вася. — Вӑл рубеж вӑтаҫӗрринелле, нимӗҫ самолёчӗсем уланӑ ҫӗрелле, алӑпа сулса кӑтартрӗ. Юрӗ йӑлтӑртатнӑран ӗнтӗ, уйӑх ҫути пушшех ҫутӑрах пек туйӑнать. Хамӑр иртсе пыракан ялсемпе хуласене, кирек епле пулсан та кашнинчех пирӗн ҫемьерен пӗчӗк мар ҫемьесем пурӑнакан ҫуртсене, пирӗн экипаж ҫине киленсе пӑхнӑ хыҫҫӑн яланлӑхах куҫран ҫухалакан хӗрарӑмсемпе ачасене, Петровскинче курма хӑнӑхнӑ пек пуҫ тайма мар, пирӗн ҫине пӑхса илме те тивӗҫлӗ мар тесе шутлакан лавккаҫсемпе хресченсене курсан, ман пуҫа пӗрремӗш хут ҫакнашкал ыйту пырса кӗчӗ: пирӗншӗн нимӗн чухлӗ те пӑшӑрханмаҫҫӗ пулсан, мӗн туса пурӑнаҫҫӗ-ха вӗсем? — Лайӑх каларӑн, ватӑ Том! — савӑнчӗ Уэлдон миссис. Пӗр купа ҫакӑн пек теттешӗн мӗнпурри те пӗр ӗҫ тума ҫеҫ хушатӑп вӗт-ха». — Юлашки сӑмахӗсенче унӑн кӑмӑлӗ чӑтайманнипе эпӗ ирӗксӗрех кулса ятӑм; юрать-ха, тӗттӗмлене пуҫларӗ… Эпӗ ҫывӑрнӑ пек тӑватӑп, шӑхӑрнине илтетӗп, ниепле те вӑранса каяймастӑп. Кралич хӑй умӗнче ӑнран кайнӑ ҫын тӑнине тавҫӑрса илчӗ, каллех хӑй пӳлӗмне таврӑнчӗ. Ватӑ Тарас иртни ҫинчен шухӑшланӑ: куҫ умӗнчен унӑн ҫамрӑклӑхӗ, унӑн ҫулӗсем, пурӑнса ирттернӗ ҫулӗсем шуса иртнӗ. Хӑш-пӗр таркӑнсене йӗрлевҫӗсем тытнӑ та Португалие илсе кайнӑ. Сулӑ патне ишсе ҫитнӗ тӗле хӗвелтухӑҫ ҫуталма тытӑннӑччӗ ӗнтӗ; эпир утрав ҫумне пырса чарӑнтӑмӑр, сулла пытартӑмӑр, кимме шыва путартӑмӑр, унтан выртрӑмӑр та вилнӗ пек ҫывӑрса кайнӑ. Мӑнаккӑшпе килӗштерес тӗлӗшпе пӗр утӑм та тӑвас мар, вӑл килӗштерме тӑрӑшнисене пӑхас мар тесе шут тытнӑ Том. Тен, юратать вӑл ӑна. Ҫурла Уйӑх тулса пынӑ чухне унӑн йӑлтӑркка ҫути кӗл тӗслине ҫӗнтернӗҫемӗн ҫӗнтерсе илет те, кӗл тӗсли вара курӑнмиех пулать. Текех хутшӑнас ҫук вӗсем. Ҫавӑн пек самантсенчен пӗринче аллине сухари пӗрми тытса буфет патне пычӗ те хӑй мӗншӗн пынине те манса кайрӗ пулмалла. Тоньӑн ҫаврака пысӑк куҫӗсем ҫӑра та ҫуткам ҫӳҫӗ ҫине пусарса лартнӑ шурӑ калпак айӗнчен Корчагин ҫине тинкерсе пӑхнӑ. — Нимле ҫул йӗрӗ те юлман тесе Сансом тӗрӗс каланӑ, йӗрсем пӗтӗмпех курӑкпа пӗрле ҫунса кайнӑ. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн вӗсем каллех ҫӗнӗ калаҫу пуҫарса ячӗҫ, вӗсем эпӗ ҫапла тунине питех те килӗштерчӗҫ, мана хам вӗренсе ҫитнӗ сӑмахсене темиҫе хут каласа пама хушрӗҫ. — Шыв ӗҫтереҫҫӗ, хӗрарӑмсем! Сасартӑк борт ҫумӗнче пысӑк йытӑ пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Мӗн тумалла ӗнтӗ манӑн? Хӗр ӗнтӗ халь ӑнланса илнӗ: ашшӗ ӑна пурпӗрех тӑнлас ҫук, хӑйӗн сӑмахӗсем хӗрӗшӗн мӗнле кӳрентерӳллӗ иккенне пурпӗрех ӑнланас ҫук. Огнянов хӑй те хӗрӳ, анчах вӑл халь хӑйӗнчен те хӗрӳллӗрех ҫынна чарса тӑчӗ; Петрӑн хӗрӳлӗхӗ ҫавӑн пек пулмаллаччӗ те ӗнтӗ, ҫапах кайран йышлӑн та пӗтме пултараҫҫӗ-ҫке. Рейкиявик хулинчен тухсан, Ганс пире тинӗс хӗррипе илсе пычӗ. Эленпа Мэри сулӑ ҫине вӗренрен тунӑ пусма тӑрӑх анчӗҫ, вӗсем апат-ҫимӗҫсен арчисем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ. Арҫынсем вӗсем тавра тӑчӗҫ. Удупӑри апат-ҫимӗҫсене пайласа пысӑках мар кутамкасене хучӗҫ. Колхозра ӑна тӳрӗ ӑс-пуҫшӑн, ырӑ кӑмӑлшӑн тата ӗҫлеме юратнӑшӑн хисепленӗ. Старик Лукашкӑна юратать, ҫамрӑк сыпӑкри казаксенчен пӗр ун ҫине ҫеҫ йӗрӗнмесӗр пӑхать. Половцев пуҫне пӑркаласа илчӗ, ура ҫине тӑчӗ. — Санӑн луччӑ кӗмӗл туянасчӗ — дворянсен кӗмӗл нумай… — Вӑхӑт ҫиттӗр-ха — пурне те туянӑпӑр! — Мускавра… Алексее ӗненес пулсан, Мускавра айван ҫынсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ иккен, вӗсем, ытти ҫынсем пек, ӗҫшӗн тӑрӑшмаҫҫӗ, улпутла пурӑнма ҫеҫ тӑрӑшаҫҫӗ, ҫавӑн пирки вӗсем дворянсенчен мӗн илме май килнӗ — ҫавна пурне те, усадьбӑсенчен пуҫласа чей чашкисем таранах туянаҫҫӗ. — Паллах, вӑл сирӗн патӑрта юлать, доктор Риккардо! Ӑна йӑпанни усӑллӑ. Жухрайпа Корчагин ун умӗнчен чупса иртсе кайнӑ чух вӑл, хӑранипе, хытса кайса тӑрса юлнӑ. Вӑл петлюровеца тапӑнакан ача Тоня ӑна хӑйпе паллаштарма тӑнӑ ҫамрӑк ача иккенне палласа илнӗ. — Сире вӑрман патне, сӑртсем патне илсе килетӗп терӗм эпӗ… — Ну, халь ҫывӑрар, — терӗ вӑл. — Юрать, — ответлерӗм эпӗ, — пӗр сӑмах ҫеҫ калам. Пӗррехинче Том пӗр ачана ҫунакан патак йӑттарса пӗтӗм хула тӑрӑх чупма кӑларса ячӗ, патакне вӑл «пароль» тет (пӗтӗм ушкӑна пӗр тӗле пухӑнма чӗнекен паллӑ), кайран пире акӑ мӗн каларӗ: хӑйӗн лазутчикӗсем ӑна вӑрттӑн пӗлтернӗ пулать, — ыран пирӗн ҫӗр хӑвӑлӗ тӗлӗнче пуян арабсемпе Испани купсисен пысӑк караванӗ чарӑнмалла, вӗсем икҫӗр слонпа, ултҫӗр верблюдпа тата пин вӑкӑрпа алмаз турттарса килеҫҫӗ, хуралҫисем пӗтӗмпе те тӑватҫӗр салтак ҫеҫ. Эпир вӗсене вӑрттӑн сыхласа засада тӑватпӑр та, хӑйсене вӗлерсе пӗтерсе, пуянлӑхне туртса илетпӗр. Ҫав тери тӗлӗнмелле ӗҫсем пулса иртнине кура, тарҫӑм пӗр сӑмах та чӗнеймерӗ. — Чу-ун-на! — йӗрӗнчӗклӗн тӑсса каланӑ Фома. — Мӗн эпӗ, тимӗртен туса янӑскер-им? — Кам унта? — илтӗннӗ хуҫа сасси. — Эпир каятпӑр! — терӗ вӑл малалла. Мӗн пур пеккипе хӑналарӗ те, ун умне пӗр купа хаҫат тата райкомол бюровӗн заседанийӗсен протоколӗсене ҫырса пынӑ икӗ хулӑм кӗнеке хурса, вулама сӗнчӗ: — Ҫак пӗтӗм продукцие пӑхса тух. Бутырма, бай, бай, бустармаБаю, баю, бай, Христос. Вӑл пӑртак канчӗ, унтан ӳпкисем ӑшне сывлӑш пуҫтарса темиҫе хутчен те питӗ лайӑххӑн йьшӑшса илчӗ. Гуигнгнмсен чӗлхине кулленех ӑнӑҫлӑ вӗренсе пыни ҫинчен тӗплӗн каласа пани кичем япала пулнӑ пулӗччӗ тесе шутлатӑп. Ҫу манӑн питӗ чаплӑ. — Эсӗ унӑн алли айне лекрӗн? Пытанса тӑнисен аҫа-ҫиҫӗмне хирӗҫ тапӑнакансен аҫа-ҫиҫӗмӗ ответлерӗ. Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра хӗвел ҫути урай тӑрӑх вӑрахӑн, палӑрмалла та мар шунине ҫав тери тинкерсе сӑнаса пычӗҫ. Ҫурҫӗр енче чӗрӗк мильӑра, пӗчӗк юханшыва тинӗсе юхса тухма ирӗк парса, тусем айккинелле сирӗлеҫҫӗ. Тек ӗнтӗ Малевский ҫинчен те шухӑшлама пӑрахрӑм, анчах Беловзоров кунран-кун хӑрушлансах пычӗ, кашкӑр така ҫине пӑхнӑ пек пӑхатчӗ вӑл йӑрӑ граф ҫине; эпӗ нимӗн ҫинчен те, никам ҫинчен те шухӑшламарӑм. Вӑл эпӗ хам асӑмра пурне те калама пултарнине пӗлеймен. Ку чи хӑвӑрт вӗҫекен самолетран ик-виҫ хут хӑвӑртрах. — Пире, тен, пӗлеймӗҫ те. — Ай, пӑрах! — терӗ Марьяна, кулӑ витӗр ҫухӑрашса. Анчах кайранхи вӑхӑтра та эпӗ пурӑнӑҫӑн нимӗнле сӑлтав-тӗллевӗ те ҫукки, ӗҫ усӑсӑр пулни ҫинчен калаҫнисене пӗрре кӑна мар илтнӗ, — вӗсене нимӗне вӗренмен, ним пӗлмен странниксем, килсӗр ҫапкаланчӑксем, «толстовецсем» тата питех те пысӑк культурӑллӑ ҫынсем калатчӗҫ. Ерофей Кузьмич яла сӑнаса пӑхнӑ — тӗрӗсех иккен: пачах урӑхла пурнӑҫ пуҫланса кайнӑ кунта! Мюльреди вилнӗ пулсан, ку пирӗншӗн — инкек, анчах вӑл вилнӗ тесе, каторжниксен аллине тепӗр ҫынна пама юрамасть! Сукмак тӑрӑх аялалла аннӑ чух чулсем хушшинче Грушницкийӗн юнланса пӗтнӗ кӗлеткине асӑрхарӑм. Эпӗ тӳрех каламарӑм. Ставрученко-ашшӗ пуҫне усса ларать, нимӗн чӗнмесӗр итлет, анчах каярахпа ытларах та ытларах чун кӗнӗн, чавсипе Макҫӑма тӗртсе илет те пӑшӑлтатать: — Ват ку калать-тӗк калать. Пӳлӗмре каллӗ-маллӗ уткаласа шӑхӑркаласа ҫӳрерӗм. Калаҫҫӗ мана, сӑмахран: кай, Нагульнов, контра пуҫне касма, — савӑнсах каятӑп! Вӑл нимех те хӑраманни мана тем пекех ҫиллентерчӗ. «Акӑ вӑл ӑҫта пуҫланса каять!» тет Оленин хӑйне хӑй; юрпа витӗннӗ тусем ҫинчен ӑна сахал мар каласа панӑччӗ, вӑл ҫав тусем курӑнасса пӗрмаях кӗтсе пычӗ. Апла пулсан — пурпӗрех! Ун пек салху ҫынна ӗмӗрӗмре пӗрремӗш хут тӗл пулатӑп! Ямшӑкӑн сӑмсапа калаҫнипе нӑрлатакан сасси, шӑнкӑрав янӑравӗ, ҫил шӑхӑрни, вӑшлатни, — ҫаксем пӗрлешсе сиксе юхакан кукӑр-макӑр пӗчӗк юханшыв сасси пек пулса тӑраҫҫӗ — уй-хир ҫийӗн вӑл пӗр майлӑ юхса тӑрать. Тӗпчев экспедицийӗ вӑхӑтӗнче-и? Ку ыйтӑва Корчагин тӗл пулнӑ минутранпах кӗтнӗ, ҫапах та халь нимӗнле мар пулса тӑчӗ. Пристаньрен анатарахра хулана каҫрӑм, шыв юххи мана хула вӗҫне илсе ҫитерчӗ. Хамӑр тӗн ячӗпе тупа туман пулсан, тен, юратчӗ те пулӗ, а халь юрамасть». Ҫак Трофима пула, калас пулать, манӑн юлашки сывлӑх пӗтет, ансаттӑнах тула тухмалли вырӑнта вилсе кайма пултаратӑп! Сӗтелӗ чӳхенет. Вӑл пӗтӗм пӳлӗме тӑвӑрлатса тӑрать, ача пӳлӗмӗнчен нанькӑпа хуҫа майри тухсан, вӗсем сӗтел кӗтесӗсем ҫумне пырса тӗртӗнеҫҫӗ. — Халех ун хутне кӗме пултараймастӑп ҫав-ха… Манӑн пурӗпӗрех ӑна курмалла. Пурнӑҫа кӗрейменни кӗресле туйӑнать. Вӑл шурнӑҫем шурса пырать, сӑмахне аран-аран малалла тӑсать: — Мана калама парӑр-ха. Ян аяккинчи пӳлӗмрен пуҫне кӑларатчӗ те: «Марыся, атя ксендз патне, питӗ кӑмӑллатӑп эп сана!» — тетчӗ. Юрӗ тата ытларах, вӑйлӑрах ҫурӗ, инҫетри, шурӑ купасем пек йывӑҫсемпе ҫуртсем хушшинчи ҫынсене палӑрми туса лартрӗ. — Тсс… шӑпрах! Вӑл аппӑшӗ патӗнче пурӑннӑ, гимназирен темшӗн вӗренсе тухайман, шӑшисенчен хӑранӑ, тата, Мирон патша влаҫне виҫеллӗ тӑвас тенипе килӗшсе, нумай пулмасть пирус туртма тытӑннӑ. Анчах эсир ҫав хӑвӑр таврара ҫӳрекен ҫынсен сӑн-пичӗсене ҫывӑхарахран сӑнаса пӑхӑр, эсир вара пачах урӑххине ӑнланса илетӗр. Каблешков каллех алӑ ҫупса ячӗ, унпа пӗрле ӑл ҫулакансем хальхинче те тупӑнмарӗҫ. — Ха, кӑштах йӑнӑшатӑр. Оленин йыттипе пӗрле шыв ӗҫсе тӑранчӗ те, лешӗ ӑна станицӑна илсе тухӗ тесе, ун хыҫҫӑн утрӗ. Вӗсем виҫҫӗш те ҫуртра ют ҫынсемччӗ, ҫав чӑхсем хупмалли пысӑк решеткен пӗр клеткине вӗсем ӑнсӑртран пырса лекнӗ темеллеччӗ, сивӗрен хӑтӑлас тесе, форточка витӗр ҫынсен пӑчӑ та чыссӑр килне вӗҫсе кӗнӗ кӑсӑясем пек туйӑнатчӗҫ. Санин хӑйӗн хваттерне чупса пекех хӑвӑрт ҫитрӗ. — Мӗн пулнӑ? — Ҫук, ку пӗрре те апла пулмарӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ пичче. Кунта нимӗнле сӑмах майӗ те ҫук. Анчах, тепле пӗрре ҫакӑн пек чакса, Игнат тепӗр чух кун пек тӑвайман пулӗччӗ: вӑл — хӗрарӑм пӑхӑнманнине чӑтма пултарайман, ҫакна вӑл мӑшкӑл вырӑнне хунӑ. Пултаруллӑ лингвист пулса тӑрса, Паганель ҫав чӗлхен тупсӑм-йӗркисене яхта Консепсиона ҫитсе кӗриччен хӑнӑхса ҫитессе шанса кунӗ-кунӗпе ӗҫлет, хӑйне хӑй хӗрхенме пӗлмест, темӗнле аптӑрамалла илтӗнекен сӑмахсене сӑмси айӗпе мӑкӑртатса ларать. Астӑватӑп, унӑн ҫӑварӗнчен пӑс тухса сывлӑшра тӗтӗм пек явӑнатчӗ. Ромашов ҫак йӑс-пас хушшинче сасартӑк хӑй таврашӗнче, ҫывӑхрах, такамӑн кӑшкӑракан чалӑш ҫӑварлӑ питне курах кайрӗ, ҫавна вӑл, ҫилӗпе ытла пӑсӑлнӑран, ирсӗрленнӗрен, ҫийӗнчех палласа та илеймерӗ. Офицерӑн хура мӑйӑхӗ унӑн-кунӑн хускалкаларӗ, тарӑхнипе ҫӳлелле ҫӗкленнӗ ҫӳлти тути хӗрринчен хыттӑн ҫыртса лартнӑ шӑл шурри йӑлтӑртатса илчӗ. Ҫапла пӗр вунӑ минут кайсассӑн, Петӗр каялла ҫавӑрӑннӑ та темӗскер кӑшкӑрса янӑ. Палланӑ вырӑнсем! — Эпӗ сана пӗлетӗп, ҫемҫе алӑскере! — Тепри ирхине каять, виҫҫӗ те хӗрӗх минутра. — Ку каллех… оперӑри ҫӗнӗ роль-и? — Пӗлетӗн-и, Мартын платник… Тепӗр кун ҫулҫӳревҫӗсем ирхи апат тумарӗҫ. Темӗн те пӗр каласа култарма тытӑнаҫҫӗ!» Майӗпен халӑх хӑйӗн пурнӑҫӗ пирки тарӑхать, — вӑл хӑйӗн ҫинчен шухӑшламасан, ӑна тӗрӗсмарлӑх пӑвса пӑрахассине туять! Унтан Варя шӑппӑн каларӗ: — Тавтапуҫ сана, мана ҫакӑнта пулма ирӗк панӑшӑн, унпа пӗрле, пӗччен пулма… Кун хыҫҫӑн виҫӗ ҫултан тин, 1792 ҫулта, Петерсон полковник, Вӑтаҫӗр Африкӑн хӑюллӑ шыравҫи, ҫак ӗҫе тепӗр хут пикеннӗ, анчах унӑн та ӗҫӗсем каллех ӑнман. Ҫӗрле кӑна хӑрушӑ. Лаша паллӑпа кӑтартса мана малтан кӗме хушрӗ. Пӳлӗмӗ пысӑк, урайне тӑмран сарнӑ, пӗр стени ҫумӗнче утӑ хумалли сырӑш выртать. Петр, каялла тавӑрӑнчӗ те, коробкӑпа пӗрле Аркадие хулӑм, хура сигара тыттарчӗ. «Катя, Катя, пӑхсам». Парӑнсам мана!.. Манӑн мастерскойра юлнӑ сехет тӑрӑх вара — уйӑха яхӑн иртнӗ. «Ватӑлмалӑх кунра вӗренме йывӑр» тетӗн, анчах сан вӗренӳ начарах мар пырать. Корчагин ҫакна чӳречерен асӑрхать те крыльца ҫине тухать. Ҫӗнӗ ачасене илсе килмессеренех эпӗ вӗсен хушшинче «Петька ҫук-ши» теттӗм. — Ӑнӑҫман иккен, — терӗ вӑл мана хам инкекӗмсене хӑйне каласа кӑтартнӑ хыҫҫӑн. — Манпа пӗрле Гокинс пулни мӗн тери лайӑх пулчӗ, — терӗ Сильвер. Лёля каланӑ тӑрӑх, Жорж — мухтанчӑк, каппайчӑк ҫын, вӑл тутлӑ ҫиме, лайӑх тумланма юратать, ӗҫме те хирӗҫ мар. Тепӗр чухне туртас килсе каять те эпӗ ӑна: «Ме-ха, тыт тилхепене, эпӗ чикарккӑ ҫавӑрам», — тетӗп. Эпӗ ӑна вӑл чӑнах та тӗрӗс асӑрханӑ, терӗм, анчах виҫӗ пенслӑх укҫа пысӑкӑш тирӗк, пӗрре хыпсах ҫисе ямалӑх сысна пӗҫҫи, мӑйӑр хуппи пысӑкӑш чашӑк тата ҫавӑн пеккисене курсан, эпӗ кулмасӑр чӑтса тӑма пултарайманни ҫинчен хӑвӑр шухӑшласа пӑхӑр, терӗм. Тускуб кӗчӗ, сӗтел умне ларчӗ, ал ҫырусене чавсипе тӗртсе хучӗ те Аэлитӑн куҫӗсене хӑйӗн куҫӗсемпе тупрӗ. Мӗнле кӑна ан вӗрент ӑна, мӗнле кӑна ан тарӑх, вӑл ҫапах сӑмсипе кашни тункатана шутласа тухма хӑтланать. Хапха патӗнчен кайнӑ чух Павел Реввоенсовет приказӗн юлашки сӑмахӗсене аса илчӗ, вӗсене пӗтӗм полка вуласа панӑччӗ. Унта: «Рабочисемпе хресченсен ҫӗршывӗ хӑйӗн Хӗрлӗ Ҫарне юратать. Хӗвел вӗсен ҫурӑмӗсене хыта ҫунтарчӗ, вӗсене шӑнасем ҫыртрӗҫ, халӗ ӗнтӗ иккӗшӗн ӳчӗ те кӗрен мар, хура кӗрен тӗслӗн курӑнма тытӑнчӗ. Таҫта, ҫырма леш енчи ҫыранра, путене хыттӑн пӗтпӗлтетме тытӑнчӗ. — Ав мӗнле кайрӗ! — хӗпӗртенӗ Луп Резников, коммерци советникӗ, ырхан та ҫӳллӗ шӑмшаклӑ, таса сӑпатлӑ этем. Трофейсене урам варрине вырнаҫтарчӗҫ. Сехете яхӑнах ишрӗм ҫапла; пур ҫӗрте те шӑп, пӗтӗм тӗнче тарӑн ыйха путнӑ. Ман ҫине пӑхса илме Володя пӗр самантлӑха пуҫне ҫӗклерӗ те каллех вулама пикенчӗ — ку кашни ҫын тӑвакан ансат хускану ҫеҫ пулчӗ, анчах ҫак хускану мана хӗретсе ячӗ. Ҫиелти пирченнӗ юр шултӑра пӗрчӗллӗ тӑвар евӗрлех. Кӑна тавҫӑрма йывӑрах мар. Унтан пурте апатланма куреньсене саланчӗҫ. Хӗрача шарламасӑр пуҫне сулчӗ. Мана темӗнле пысӑк инкек пулас шухӑш асаплантарать. — Лёша, — хуллен чӗнчӗ Комиссар. Ырӑ ут пуҫне суллать, тулхӑрать те ташлать: юланутҫи ӑна пӗрре тытса чарать, тепре шпорӗпе тапӑрлать. — Халӗ ӗнтӗ киле ҫитнӗпе пӗрех, — терӗ Анна ҫӑмӑллӑн. Вӑл Николай Антоныч ҫинчен пӑртак тӑрӑхларах каласа пачӗ. Вӑл хӑй хӑрушлӑхсенчен хӑрамасть пулсан, ку вӑл, пӗлетӗр-и… Ҫӳлте ҫулҫӑсем вӑрахӑн кӑштӑртатаҫҫӗ, вӗсенчен ӳкекен шупка-симӗсрех тӗслӗ мӗлкӗсем унӑн тӗксӗм сӑхманӗпе аран-аран хупланнӑ имшер кӗлетки ҫинче, пӗчӗк сӑн-пичӗ ҫинче аран-аран хускалса ҫӳреҫҫӗ. «Айӑп ан тӑвӑр-ха, сирӗн умӑрта ҫаппа-ҫарамасах выртнӑшӑн», Иван Никифорович нимӗнсӗрех выртатчӗ, кӗпи те пулин ҫукчӗ ун ҫинче. Кеплер астроном кометӑсем куҫса ҫӳрекен ҫул пирки ҫеҫ йӑнӑшнӑ. Анчах ҫапах та, хулара апла та капла калаҫнисене илтсен, унӑн ӑшчикӗ вӑркарӗ. Вӑл, пӗтӗм чунтан калаҫас тесе, Гека ҫын ҫук ҫӗрелле ертсе кайрӗ. — Тата тепӗр ик ҫул ҫеҫ пурӑнмаллаччӗ… Иккӗмӗшӗ — лаша ҫинчен анма сире тепӗр хут хушатӑп, хӑвӑр чӑнах та инвалид пулсан та, эсир ҫар службинче тӑнӑшӑн эпӗ айӑплӑ мар. Правленисем пур ҫӗрте те ӗҫлеме чарӑнчӗҫ; ҫӗрулпучӗсем вӑрмансене тарса пытанчӗҫ. Вӑрӑ-хурахсен шайкисем ирсӗр ӗҫсем туса ҫӳреҫҫӗ; уйрӑм отрядсен начальникӗсем хӑйсен ирӗкӗпех — кама асаплантарас тенӗ — асаплантарса, кама хӑтарас тенӗ — хӑтарса ҫӳреҫҫӗ. — Атьсем! — тӗлӗнчӗ Степка — Васька ырашпӑтрине чӗрӗлле ҫиет! Кӗпӗрленсе пычӗҫ те вӗсем, ваше благородие, хӑйсен мӗнпур вӑйӗпе, тытӑнчӗҫ вал ҫинелле кармашма, шабаш вӗт. — «Хуҫине кайса калӑп… Мӗн тума кирлӗ эпӗ сана?.. Алексей ҫав вӑхӑтра, икӗ аллине пуҫ айне хутлатса хурса, ҫурӑм ҫинче выртрӗ, выртнӑ май Анюта ҫав тери лайӑх хӗр пулни ҫинчен, вӑл, мӑнтарӑн, калама ҫук ывӑнни ҫинчен, апла пулин те эвакогоспитальти хӑйӗн йывӑр ӗҫне чӗререн юратса туса пыни ҫинчен шухӑшларӗ. Урядник, икӗ казакпа пӗрле шырама кайнӑскер, вӗсене хураллама унта юлнӑ, пӗр казакне станицӑна ытти казаксене пулӑшӑва чӗнме янӑ. Географсемпе ҫулҫӳревҫӗсен ҫав планета ҫийӗнче тӗпчесе пӗлме нумай ӗҫлемелле, нумай кӗнекесем ҫырма тивнӗ пулӗччӗ! Е вӑл чӑхӑмласа тӑрать-и? Ҫуртсен чӳречисене, чӑн та, хутран тунӑ хӑюсемпе урлӑ-пирлӗ ҫыпӑҫтарнӑ ӗнтӗ, анчах ҫӗмрӗккисем питӗ сайра тӗл пулаҫҫӗ. Ӳкӗте кӗмен вӑхӑт — кунсене, уйӑхсене шутласа пырать, ҫак хушӑрах ыткӑнса пыракан тем тӗрлӗ те тем тӗслӗ пурӑнӑҫ вӑл кунсене, ҫиелтен пӑхсан пӗр майлӑ курӑнан кунсене, яланах темле ҫӗнӗ, ӗнерхи пек мар япалапа тултарса пырать. Вӑл кӑвакарнӑ сӑн-питлӗ, хӑйӗн пичӗсем ҫу сӗрнӗ пекех йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ. Унӑн, сулахай аллинче икӗ пӳрни ҫук. Хӑйӗн пиҫиххийӗ ҫумӗнче хӗҫ пулсан та, ун ҫинче ҫар ҫынни сӑнӗ курӑнмарӗ. Анчах пуҫне шӑппӑн сулкалать хӗр: — Нивушлӗ эп ҫакна шанатӑп тесе шутлатӑн эсӗ? Ҫапла вара, эпир хӑйсем ҫутӑ паман япаласене Хӗвел ҫутине пула е ытти урӑх ҫутатакан япаласенчен ӳкекен ҫутта пула ҫеҫ куракан пулатпӑр. — Мӗн каларӗ вӑл, эсремет? — тесе ыйтрӗ Санин Клюбер хыҫҫӑн кайма хатӗрленсе, анчах ӑна Джемма тытса чарчӗ те, унӑн хулӗнчен тытнӑ аллине вӗҫертмесӗр малалла утрӗ. Белосток патӗнчи паллӑ танковӑй ҫапӑҫура вӑл хӑйӗн машинине ҫухатнӑ. Ӑҫта тарас тетӗр вара эсир? Калаҫасса вӗсем Петербургри палланӑ ҫынсемпе пӗрле служить тунӑ ҫынсем ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Хӗвел курӑнса кайрӗ, ҫын вара тӗнче пайӗсем хӑш енче иккенне чухлама пултарчӗ. Халӗ ӗнтӗ вӑл, хӑй ҫухалса кайнине те тавҫӑрса илчӗ. Уйӗсенче тата мӗнле? Виҫӗ ҫул ӗлӗкрех ҫакӑнта «Райна княгиньӑ» спектакль кӑтартнӑччӗ, костюмсене ҫав спектакльтен юлниех юрарӗ. — Таврӑнӗ. — Мӗн? Киле кайнӑ чух приказчик мана сиввӗн каларӗ: — Эсӗ темле запискӑсем ҫыратӑн — ҫавӑ ан та пултӑр! Хӗрлисем Земзе ӑс-пӗлӗвне, йӑла-йӗркипе ӳнерӗсене хӑвӑрт алла илеҫҫӗ, хӑнӑхаҫҫӗ. Куҫ хупанкисем, ҫӗрӗпе ҫывӑрманнине пула, хӗрелсе тухнӑ та тӑртаннӑ. Калпакӗ ӗнси хыҫнех анса ларнӑ. Исидора пӗрре ӑна хӑй те курса пӑхнӑ. — Укҫуна пӗтӗмпех пӗтерсе пӑрахрӑн-и? — терӗ. — Паллах! Ӳкес мар тесе, аллипе стенасемпе хӳмесенчен тытса пычӗ. — Ҫапла, Халл капитан, — сӑмах хушрӗ ватӑ Том, — Дик мистер пире шанма пултарать. Ӑна сирӗн ҫуртӑр патне илсе пычӗҫ те чӳрече умӗнчех хӗнерӗҫ. Чӑннипе каласан, ку ачасен ҫӗмрӗк теттисене юсамалли мастерской ҫеҫ пулнӑ, унта халӗ госпиталь вырнаҫнӑ. Эпӗ унӑн ҫурчӗ айӗнче ҫӗр каҫнӑран-и, е урӑхла мӗнле те пулин сӑлтав пирки, хальхинче Хорь манпа ӗнерхи пек мар, чылай кӑмӑллӑрах калаҫрӗ. — Ну, мӗнле? — Ан чӗн! — терӗ Яков, ӑна хытӑ силлесе илсе, анчах Полина, шӑлӗсем витӗр чашкӑрса, ҫавӑн пекех хаяррӑн малалла каларӗ: — Ирсӗр! — Халӗ-и, ӳлӗмрен-и, пӗр-пӗр чипер кун хам вилсе каяссине ӗненетӗп. Эпӗ унпа, тепӗр тесен, кун пирки ним те калаҫмастӑп — хӑй тавҫӑрать. Вӑт мӗнлерех пулнӑ вӑл. Ҫак асап ҫуртӗнчен тухсан, эсир хавасланнӑ пек пулатӑр, уҫӑ сывлӑшпа сывласа илетӗр, хӑвӑрӑн сывлӑхӑр аванни сирӗн чун-хавалӑра ҫӗкленине туйса илетӗр, ҫав хушӑрах, ҫак ҫуртри асаплӑха курнипе хӑвӑр ним тӗшне те тӑманнине туйса илетӗр те лӑпкӑн, пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах бастиона каятӑр… Вичкӗн туйӑм ҫавнашкал хатӗр тӑрса теме кӗтни суккӑрӑн кӑмӑл-туйӑмӗнче те паллӑ йӗр хӑварнӑ; хупӑрласа тӑракан ҫав сӗм тӗттӗмлӗх хӑйӗн курӑнми аллисемпе ун патнелле кармашса, ӑшчикри темскере кӗҫ-вӗҫех пырса сӗртӗнессӗн, вара сасартӑках пуҫри темскер, тӗлӗрекенскер, вӑранса каяссӑн туйӑннӑ. — Гокинс ирхи апат ҫимен-ха. — Саншӑн унӑн хӗрхенӳ-каҫару ҫитмӗ-и-мӗн вара? Унӑн, миллионшар пирӗштие хушса, кӑтартса тӑрать пулин те, мӗнпур ҫынна ҫӑлассишӗн ҫӗр ҫине анса, ҫапах хӑрушӑ, мӑшкӑллӑ вилӗм йышӑннӑскерӗн? Унӑн, чи юхха хӗрарӑм ӳкенӗвне те тиркеменскерӗн тата ҫын вӗлернӗ хураха та хӑйпе пӗрле паянах ҫӑтмахра пулма сӑмах панӑскерӗн?.. Пӗри те ҫӗнӗлӗх марччӗ кусем Олеҫҫӑшӑн, унашкалсене темӗн чухлӗ каланӑ ӗнтӗ эпӗ ӑна, анчах ку хутӗнче пач итлесшӗн те пулмарӗ вӑл мана. Леш хайхи юршӑн! Тарма пикеннисене пулемётран персе, танкӗсемпе таптаттарса вӗлерсе пӗтерчӗҫ, кам вилли иккенне палласа илме те ҫук. Ун хыҫҫӑн вӑл хӑй вице-губернатора кӗме е унта кӗреймесен экзекутор чинне илме прошени панӑ департамент канцелярине кайрӗ. Пулӑҫӑн пичӗ ҫинче шӑнасем сӗрлеҫҫӗ, унӑн ӳтӗнчен ӑнран кӑларакан, хӑсас килтерекен шӑршӑ тухса тӑрать. Йытӑсен сасси кайнӑҫемӗн инҫене кайрӗ. Зуринӗ малтанах манпа хавассӑн, чиперех калаҫса выртатчӗ; унтан хуллен-хулленех, темле ӳркенсе, пӑт-пат ҫеҫ чӗне пуҫларӗ, сӑмахсен ҫыхӑнӑвӗ пӗтсе пычӗ, юлашкинчен, темле ыйту тӑрӑх сӑмах чӗнес вырӑнне шӑхӑртсах харлаттарма та тытӑнчӗ. Эпӗ калаҫма чарӑнтӑм та, часах ҫывӑрса кайнӑ. Хам сив чирӗ тытнӑ пекех чӗтӗретӗп. — Куна ҫын пуҫӗ тунӑ, — тенӗ ҫунарҫӑ, — лаша ҫинче ларса пыракан ҫын пуҫӗ тунӑ. Тусем хушшинче мана кунти пекех хӑрушӑ мар. Апеннинри пӗр контрабандист та мана тӑшман аллине парас ҫук. Виҫҫӗмӗш каҫхине те зал туллиех пулчӗ, хальхинче ҫӗнӗ халӑх мар, малтанхи икӗ спектакле курнисемех пулчӗҫ. Ирхине СС зондеркоманди килтен киле ҫӳресе халӑха пухма тытӑнсан, ялти пӳртсем пуш-пушах ларнӑ. Говэн калаҫма тытӑнчӗ: — Пысӑк ӗҫсем пулса иртмелле. — Килмелле марччӗ сан ман пата, акӑ мӗн! Пирӗн салтаксем залп пачӗҫ. Апла пулас ҫук, эпӗ нихҫан та ун пек шутлас ҫук. Эсӗ халӗ ху салтак иккенне ман, эсӗ халь — пӗчӗк ача, пӗрер утӑмӑн, пӗрер утӑмӑн утма вӗрен, малтан костыльсемпе, унтан стенасенчен тытса, унтан туяпа. Кун пек минутсенче вӑл хӑйне лӑплантарма пикенекен ҫынна та ҫапса яма пултарассӑн туйӑнчӗ. Горева малалла ыткӑнчӗ… те хытсах кайрӗ: ун умӗнче ҫине хура тум, пуҫне крахмалланӑ темӗнле шурӑ коробка тӑхӑннӑ тата аллисене мӗнчул турӑ кӗнеки вуласа тухнине, турра мӗн чухлӗ кӗл тунине шутласа пымалли четки тытнӑ хӗрарӑм тӑра парать. — Ҫук, сэр. Казачкӑн хура та хытӑ палӑрса тӑракан куҫхаршийӗсем айӗнчи куҫӗсем хӑна ҫине пӗр хумханмасӑр пӑхаҫҫӗ. Тӗлӗксем аптӑратса ҫитерчӗҫ. Тем тӗсесе пӑхасшӑн пулнӑ евер, Олеся хӑвӑрттӑн чӳрече енне ҫаврӑнчӗ. Ку факта ӗнтӗ малтанах пӗлнӗ-мӗн, ҫавӑнпа та вара вӗсен урӑх ним тумалли те юлман, анчах ҫавна йӑлтах вӗсем шӳт тунӑ кӑна тесе каланӑ. Ҫапла хӑш-пӗр чухне уйӑхах иртет. Ҫак макӑрса мӗкӗрекен кӗтӳпе мӗн тӑвасса пӗлмесӗр кӗтӳ хыҫҫӑн ҫӳрекенсем аптӑраса ӳкеҫҫӗ. Эпӗ нимех те ӑнланса илеймерӗм, унӑн аттине шӑршласа пӑхрӑм та пӑрӑнса кайрӑм. Мана, Бен Ганн юлашкинчен каланӑ сӑмахсем аса килчӗҫ. — Чим!.. — Путсӗр! — Мана пӗри, ав, паҫӑр Мускавран мар терӗ. Пӑхӑсӑн — лимона ҫаклатнӑ та. Половцевпа Лятьевский каллех Островновӑн малти пӳлӗмне йышӑнчӗҫ те, унта тӑваттӑмӗш кун пурӑнаҫҫӗ ӗнтӗ. Эсир пӗлместӗр ӑна. Ҫавӑн чух эпӗ ӗлӗкхи улпутран, Абросимов господинран, ҫак хӑлтӑрккана ыйтса илсеттӗм. Шӑпа мана Полесье хӗррине, Волынь кӗпӗрнинчи таҫти аякри яла, ултӑ уйӑхлӑха килсе пӑрахрӗ те, сунар вара маншӑн пӗртен-пӗр ӗҫӗмпе йӑпанӑвӑм пулса тӑчӗ. Феничка ҫӳҫӗсем таран, хӑлхисем таран, пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ. — Саня, тасал ман ҫумран! Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫавӑн пек кӗнекесене килте усрани е вулани те пысӑк айӑп вырӑнне шутланнӑ. — Тен, пӗр ҫӗр аллӑ ҫынна ҫитет пуль. — Халӗ эпӗ виҫҫӗмӗш линейнӑй батальонра тӑратӑп. Мӗн кирлӗ сана пиртен? Вӗсем палӑртнӑ вырӑна хӗрелсе кайса тата хытӑ хашкаса ҫитрӗҫ те ҫывӑхри хурама мӗлкине канма, табак туртма выртрӗҫ. Вӑрман каснӑ ҫӗре Касьянпа пӗрле манӑн хамӑн каяс килчӗ: унта час-часах хир чӑххисем пулаҫҫӗ. — Ҫапла, ҫапла, шӑпах ҫавӑ ӗнтӗ, ҫавӑ, — мана пӳлсе каларӗ вӑл. О патшаҫӑм, урусем сан мрамор юпасем пекех. — Мӗнрен?.. Курнӑ пуль? — Вӑхӑт! — кӑштах кулса илчӗ лешӗ. Пилӗк уйӑх хушши тертленсе хӗл каҫнӑ хыҫҫӑн карапсем каллех кӑнтӑр енне ишнӗ, ишсе каҫмалли пролив шыранӑ. Ма ыйтатӑн вара эсӗ? Тоня ятне эпӗ илтнӗ. Ӑна Корчагин аташнӑ вӑхӑтра хӑш чухне асӑнкалатчӗ. — Пӗр-пӗччен пуҫпах-и? — Ӑҫта шӑтӑка кайса кӗтӗн? Ҫапла ӗнтӗ, канӑҫа ҫухатрӑм эп ун чух… — Чӑхсемпе чӑрманатӑн-им ҫак, тетӗп-ҫке-ха?» — Юрать. Анчах калаҫса татӑлар: мӗн шутланине пӗр пытармасӑр каласа кӑтартмалла. Хӗҫне хул хушшине хӗстерсе ҫӑмӑл урапа ҫинчен мӑнтӑр майор сиксе анчӗ. Анчах хӑш чух вӗсенчен хӑшӗ-пӗри слободкӑра халиччен илтменнине калать. Лӑп та шӑп ҫак самантра ӗнтӗ эпӗ мотора темскер пулнине сиссе илтӗм, — эх, питӗ шел, питӗ шел-ҫке, — пирӗн айра каллех ҫав ту ҫурӑксемех, хам малтанах шыраса тупнӑ ҫӑлӑнӑҫсем халӗ ӗнтӗ ҫав тери аякра тӑрса юлчӗҫ. Ҫакна кӑна тумалла пулать пулӗ: Эдемрах шухӑшласа хунӑ тӑрӑх Европӑна кӑна каймалла пулать пулӗ? Кайранласа, тен, ҫӗнӗ экспедици хатӗрлесе вӑл Грант капитана тепӗр хут шырама тухӗ. Тарас ҫинчен шухӑша кайса шайлаштарса лараканскер, тата хӑй ҫине халиччен те никам пӑхса илменшӗн пӑртакҫах кӳреннӗскер, Фома пӗрер минутлӑха Маякинсен калаҫӑвне тӑнлама пӑрахнӑ, унтан ҫав вӑхӑтрах вӑл такам сасартӑк хултан ярса илнине сиснӗ. — Тупата, мистер Стумп, эпӗ пӗртте сире итлемесӗр тӑрас теменччӗ. Малалла тата мӗн курӑпӑр-ши тесе пӗлес килнипе эпир ытларах та ытларах каятпӑр. — Эс строевой мар-и? Нихӑҫан та хӑраман сунарҫӑ мӗн сӑлтавпа кайма пултарни ҫинчен эпӗ салхуланса пӗр сехет хушши темӗн те шухӑшласа илтӗм. Ҫамрӑксем прокламацисене хапӑлласах вулаҫҫӗ: — Тӗрӗс! Эпӗ, чӑннипе каласан, ҫакна малтанах пӗлсе тӑнӑ: ҫав саспаллисене мӗнпур май килекен меслетсемпе те ҫыпӑҫтаркаласа пӗрлештерсе пӑхсан, пыра киле вӑл шыракан сӑмах тупӑнма та пултарнӑ пулӗччӗ. Вӑрлӑхсене имҫампа ҫӑвасси пирки епле тата? Анчах Уэлдон миссис ниҫта та курӑнмарӗ. Юрать-ха, Кирӑна култарас тесен, нумай та кирлӗ марччӗ… Вӑл, сассине пусӑрӑнтарса, малалла каларӗ: — Тен, эпӗ кирлӗ пек калаҫаймастӑп пулӗ, тен, ун ҫинчен калаҫма та кирлӗ мар пулӗ, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑрах пурне те пӗлетӗр… Манӑн атте вӗсене хӑй керменне чӗннӗ чух эпӗ пӗчӗк ача ҫеҫ пулнӑ. — Халь вакаци вӗт-ха… Тул ҫутӑласпа карап ерипен тӑм тӗслӗ шывлӑ пӗчӗк гаване пырса кӗчӗ. Кӑна эпӗ юри сак валли турӑм, вӑл — тухатни! Мӗнле пурӑнас-ха манӑн!.. Пусса пӑрахас умӗн пысӑк мӑлатукпа ҫапса анратнӑ вӑкӑр пек, Никита ҫавӑнтах чӗркуҫҫи ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ, унтан ерипен месерле йӑванса кайрӗ. Ҫитменнине хамӑн каймалла мар ҫӗртен, ҫыншӑн кайма килӗшрӗм. Мансах кайнӑ! Нимӗн те. Унта паллӑ совет ученӑйӗсем: физиксем, механиксем, астрономсем, математиксем кӗнӗ. Вӑл хыпашлакаларӗ, шӑршлакаларӗ, питӗ шутсӑр ӑслӑ пек пулса пуҫне суллакаларӗ, ҫав професси представителӗсем пурте ӗҫе ӑнӑҫтарнӑ пек вӑл тӗлӗнмелле ӑнӑҫу тума пултарчӗ. Эпӗ чӑтма ҫук хытӑ асаплантӑм. Ывӑлӗ ӳкерет-ха, — хушрӗ вӑл аялти тутине тӑсарах, лайӑххине туйсан яланах ҫапла тӑвать вӑл. Пирӗнтен кулма килнӗ-и вӑл кунта? — тинкеререх пӑхатӑп, Казбич пекех туйӑнать: пичӗ тӗксӗм унӑн, яланхи пекех, ҫӗтӗк-ҫатӑк та таса марскер. Анчах та вӑл Оленин аллине тӗртсе ямарӗ, ӑна хӑйӗн вӑйлӑ та хыткан пӳрнисемпе ҫеҫ ҫирӗппӗн хӗстерсе хучӗ. Севастополь тӑшманшӑн хӑрушшӑн курӑнса тӑрать. Унта мӗн-мӗн тунине вӗсем ниепле те ӑнланса илеймеҫҫӗ. Бастионсем ҫинчи шӑплӑх, ҫав вӑхӑтрах бомбӑсем ҫурӑла-ҫурӑла кайни вӗсене чӗтремеллипех чӗтретет. Марья Николаевна диван ҫинче кӑшт шуса ларчӗ. Ҫак вӑхӑтра Разметнов сасартӑк аса илчӗ: — Итлӗр-ха, атьсем, калама мансах кайнӑ… Мана алӑк чӗриклетсе уҫӑлни, унтан хӑрӑк турат шартлатса хуҫӑлни илтӗннӗ пек туйӑнчӗ… Ӑна алла илсе пӗр хушӑ тытса лартӑм. — Тоболеевсен ҫемьинчен, — терӗ ӑна хирӗҫ бурмистр вӑраххӑн. Ара, арҫын пултӑр-и вӑл какайшӑнах хӑйне пӗчӗк ачаран мӑшкӑллаттаракан ҫын? Анчах Елена хӑй телейӗпе пӗр шухӑшсӑр киленеймерӗ: унӑн нумай пулмасть курса-илтнипе хумханнӑ чӗри лӑпланма пултараймарӗ; «Эпӗ — таса чунлӑ ҫын, эпӗ — аттепе аннен ывӑлӗ, эпӗ — мӗнпур пурнӑҫ тӑршшӗпех телейлӗ ҫемье пурнӑҫӗ ҫинчен ӗмӗтленнӗччӗ, эпӗ ӑна нихҫан та улталаман… Ҫапах вӑл ура ҫине хӑвӑрт тӑчӗ те йыттине ҫиленсе, ыйхӑ хыҫҫӑн уҫӑлайман ватӑ сассипе чӗнме тытӑнчӗ. — Арто, кунта кил, анчӑк ывӑлӗ! — Халь мана йывӑр, пӗртте савӑнӑҫлӑ мар. Урамра Рыбин курӑнмарӗ ӗнтӗ, ун вырӑнне вӑрӑм пальто тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫын утса пычӗ, хӗрача чупса иртрӗ. Халӗ ӑна герцог чылаях ҫилленсе тавӑрчӗ: — Апла пулсан, эсир те калӑр: хӑвӑр кама тӗксе калаҫатӑр? Эпӗ вӗсене шӑршласа курман. — Фон-Гротт полковник мана ҫӗрле сирӗн пирки урӑхла каларӗ. Вӑл гимназистсен кӑвак пальтоне тӑхӑннӑччӗ, анчах ҫутӑ тӳмисене татса хура шӑмӑ тӳмесем лартнӑччӗ, кивелсе кайнӑ картузӗ ҫинче герб йӗрӗ палӑратчӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, вара ку — вӑхӑтсӑр ҫаралнӑ ҫын пек, хӑйне хӑй пиҫсе ҫитнӗн туйӑнма тӑрӑшнӑ ҫын пек курӑнчӗ. Капитан лаша ҫине утланса доктор Ливси патне чуптарма хушнӑ приказа пурнӑҫлама пултараймарӑм: аннене сӗм пӗччен, нимӗнле хӳтӗлӗхсӗр хӑварма юрамасть. Пӗтӗм халӑх шавласа илчӗ, ун хыҫҫӑн пурне те илтмелле «вӑрласа кайнӑ» тесе кӑшкӑрчӗҫ. Мересьев ку условисене пӗр сӑмахсӑрах йышӑнчӗ. «Тума, Тума, хуйхӑ ҫӑлтӑрӗ…» . Тата эпир урӑх тум тӑхӑнатпӑр-ҫке: Джульетта балкон ҫинче, вӑл уйӑх ҫутипе киленме тухнӑ, ҫывӑрмалли вӑрӑм кӗпепе, хурталлӑ калпакпа. Эсир мана вӗлереймесен, эпӗ сире ҫӗрле пӗр-пӗр кӗтесре чиксе пӑрахатӑп. Ҫынсем хӑйсен хуҫисене ашкӑнма май туса парассишӗнех пӗтӗм пурнӑҫне ӗҫе параҫҫӗ-ши? Кашниннех хырӑмӗсем выҫнӑ, Анна Васильевна тата хӑнисене пӗрмаях: уҫӑ сывлӑшра апат питӗ усӑллӑ, тесе ӗнентерчӗ, ытларах ҫиме хистерӗ; вӑл ҫавнашкал сӑмахсене Увар Ивановича та каларӗ. Эпӗ сан вырӑнта, пӗлетни, мӗн тунӑ пулӑттӑм? Терраса пушанса юлчӗ. Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине вӑл ӑнланмарӗ, анчах та хӑйне малта хуйхӑ кӗтнине туйса илчӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, кунта часах пурӑнӑҫ пӑтӑ пек вӗремелле, ҫавӑнпа ман малтанах йӗрке туса хумалла. «Эх, ҫемҫе интеллигент! Хӑҫан та пулсан, куҫ ыратма чарӑнсан, куҫ шӑршине хирургсен операци туса пӑхмалла, терӗ. — Ман валли мӗн те пулин пур-им? Франкфуртра вӑл 1840-мӗш ҫултанпа та пулман. Эрнешер хырӑнмастпӑр, талӑкне пӗрер хут апатланатпӑр, тырӑ вырас умӗн пире акӑ епле хӗссе ҫитерчӗ. Ярцевӑн айӑпран хӑтӑлма нимӗнле май та пулман, пулма та пултарайман: ытла хытӑ хӑраса ӳкнипе вӑл хӑйне хӑй пени ҫинчен пит час пӗлме пултарасса аса та илмен. * * * Тепӗр кун ирхине ирех Давыдова хваттер хуҫи вӑратрӗ: — Тӑр-ха, тӑр, сан пата вӑрҫӑ хирӗнчен ятарласа янӑ юланутҫӑ килчӗ… Башня ҫумне кӗпер туни, тепӗр хут калатпӑр, стратеги тӗлӗшпе йӑнӑш пулнӑ. Ку этемсем хӑйсем сисмесӗрех малалла утаҫҫӗ. «Чуптӑвӑрах хӑвӑр сыснара, чуптӑвассӑр килмесен эсреметех кайӑр!» Ҫавӑнпа та малалла каятпӑр, кунпа пирӗн нимӗн тӑвасси те ҫук. А халӗ! халӗ ӗнтӗ драпран ҫӗлетнӗ сарлака ҫанлӑ сюртукӗ айӗнчен голландски кӗпе курӑнса тӑрать, аллинче 10 тенкӗ тӑракан сигара, сӗтелӗ ҫинче 6 тенкӗлӗх лафит теекен хӗрлӗ эрех, — кусене вӑл йӑлтах Симферопольри квартирмейстер урлӑ калама ҫук хаклӑ хакпа туяннӑ, — пӑхасса та вӑл калама ҫук мӑнаҫлӑн та сиввӗн, пуян аристократла пӑхать: юлташлине юлташлӑ ӗнтӗ эпир, мӗншӗн тесен эпӗ ҫӗнӗ шкул пӗтернӗ полк командирӗ, анчах та ан ман, тӑватӑ уйӑх хушшинче эсӗ мӗнпурри те 60 тенкӗ ҫеҫ шалу илетӗн, а ман алӑ витӗр вуншар пин туха-туха каять. Ӗненсем ӗнтӗ, пӗлетӗп вӗт эпӗ, ман вырӑнта пуласшӑн кӑна ҫур пурнӑҫна пама хатӗр вӗт эсӗ, тенӗпе пӗрех пӑхать вӑл. Чугун ҫул ҫыхӑнӑвӗ Ленинградпа ҫукчӗ, ҫапах та ҫырусене самолетпа ҫитеретчӗҫ, ҫавӑнпа эпӗ хам ҫырусем мӗншӗн ҫитменнине ниепле ӑнкарса илеймерӗм. Ӑнланма ҫук. Аслӑ ӗҫе туса ҫитернӗ: тарӑхса шыранӑ пролив тинех тупӑннӑ! Тархасшӑн, юратӑр ӑна; халӗ вӑл ютшӑнать-ха, анчах ун чӗри ырӑ кӑмӑллӑ. Ман хыҫҫӑн утса пырса, вӑл кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатать: — Санӑн ӑҫта пынӑ унта ҫывӑрма юрамасть! Ҫаксем пурте манӑн куҫ умӗнче ҫавӑрӑнса тӑнӑ пек туйӑнать. Кӗтесре, сцена ҫине кӗмелли алӑк патӗнче, пӗр ушкӑн ҫамрӑк красноармеецсем тӑраҫҫӗ. Рабочисем килелле тара пуҫларӗҫ. Пӗтӗм тӗнчипех усал ҫанталӑк куҫса килчӗ. Катя унӑн сӑмахӗсене пуҫне ирӗксӗррӗн усса итлерӗ, Николай Антоныч — сӑпайлӑн, ним пулман пек… — Ку тӗрӗсех-ха, — терӗ Халл капитан, — ҫапах та пирӗн умра ҫывӑракан кит мар, карап. — Вӑл мана юратмасть», — тетӗп. Паян ирхине ун кӗсйинче ҫак хут татӑкне тупрӑм. Вӗсем ку тӗлӗшпе Фомашӑн нимех те уҫса парайман, вӗсен сӑмахӗн уйрӑм-уҫҫине тупмашкӑн пулман, ҫавӑнпа та Фома ҫынсем ҫине пушшех те шанчӑксӑр туйӑмпа пӑха пуҫланӑ. Ку лавккана чӑнах та тӗлӗнмелле япаласене пуҫтарнӑ: картинӑсенчен нумайӑшне ҫуллӑ сӑрӑпа ылтӑнланӑ рамӑсем ӑшне вырнаҫтарнӑ. — Эсир эпӗ камне пӗлсе илтӗр пулас? — шӑппӑн та хумханман евӗрлӗ каларӗ шуралнӑ ҫӳҫлӗ господин. Ҫав чӳречесем мана тӗрлӗрен картина нумай кӑтартатчӗҫ: эпӗ ҫынсем мӗнле кӗлтунисене, чуптунисене, ҫапӑҫнисене, картла вылянисене, пӑшӑрханса шӑппӑн калаҫнисене кураттӑм, ман умра, виҫӗ пус парса пӑхмалли панорамӑри пекех, пулӑсенни пек чӗмсӗр пурӑнӑҫ тӑсӑлса пыратчӗ. Ыран мар тепӗр кун тухса каятпӑр тетӗн-ҫке эсӗ? Сунтармалли урӑх нимӗн те ҫук. Тускуб сӑмахӗсем: пӗр танлӑхшӑн ҫунӑм тата пурне те тивӗҫлӗ тӗрӗслӗх цивилизацин чи ҫӳлти тӳпемӗсене аркатаҫҫӗ. Анчах мӑкшӑн хӗненӗ ӳчӗ питех аптӑрамастчӗ пулмалла, вӑл пӗрмай ух та ух! текелесе кулкалатчӗ, унтан сасартӑк ҫӳлелле, хул хушшинелле пит хытӑ ҫапса ячӗ те, — Ситановӑн сылтӑм аллине мӑкӑлтарӗ пӑрахрӗ. — Лар-ха, лар, калаҫар. Анчах ӑна эпӗ каласа ӗнентерме пултартӑм. Хӑй шутланине тунӑ вӑл: тантӑшӗсем унӑн ачалӑхра кӑна-ха, вӑл, акӑ, ҫитӗннӗ ҫынсен шутӗнче. Гленарван ачана лӑплантарас тесе ҫапла каларӗ, анчах ҫавӑн чухлӗ тискер кайӑксем капланса килнине курса, вӑл пӗрре те тӗк тӑмасть. Унӑн тикӗс те чылаях илемлӗ сӑнне пӑхсан, ӑна тискер ҫын темелле те мар. Тарӑ чӑтлӑхалла кӗрсе ҫухалсан, Морис хӗрхеннӗ сасӑпа каланӑ: — Мӗскӗн йытӑ! Тен, санӑн хӑймапа пӗлӗм ҫиес килет? Хуҫи ӑна Англири тытӑм йӗрки ҫинчен асӑрхаттарать. Веткин патне хӑраса ӳкнӗ Бобылев унтер-офицер хыпаланса персе ҫитрӗ. Палӑксем! Пирӗн Григорий ҫинчен жандармсемпе шпионсем, авӑ, мӗн калаҫрӗҫ. Пӗр алӑ та ҫӗкленмерӗ. Праскухин хыҫалтан утса пычӗ, Гальцин княҫе вӑл, ҫине-ҫинех аллинчен тӗрткелесе пырса, француз чӗлхипе темӗскер асӑрхаттарса пычӗ; анчах, ансӑр ҫулпа тӑваттӑн утма май килмен пирки, унӑн ирӗксӗрех пӗччен утма тӳр килчӗ, иккӗмӗш хут утса ҫаврӑннӑ чух тин вара вӑл хӑй патне пырса калаҫма тытӑннӑ Сервягина, ҫапӑҫусенче хӑйӗн харсӑрлӑхне палӑртнӑ флот офицерне, хулӗнчен тытрӗ. Вӑл чылай ансат япала. — Хм! — терӗ Егор. Нимӗн чухлӗ те! Ку тавракурӑмӑн тупсӑмӗ — этем тӗллевӗ вӑл хӑйне хӑй тыткаламалли йӗркесене лайӑхлатса пырасси пулнине, ҫакна яланах тата ҫӑмӑллӑн тума май пуррине ҫирӗппӗн ӗненни. Артистсенчен нумайӑшӗ ҫак спектакле акӑш-макӑш чаплӑ ирттересшӗн пулчӗҫ. Хӗрех иккӗмӗш палатӑра выртакансем пӗр эрне хушши тӑваттӑн пурӑнчӗҫ. — Ох, вӑйран вӑкӑр тухатех-ха ун! — тет Наталья. Анчах та вӑл тепӗр самантран нуль патнех ҫывхарнӑ бензомер стрелкинчен те хӑрушраххине курчӗ. Ҫав шухӑш пурпӗрех вилмерӗ, ниҫта та кайман иккен вӑл, урӑх шухӑшсемпе ҫеҫ юнашар пытанса тӑнӑ — Катя ҫинчен тытнӑ шухӑшпа юнашар. Ҫыхха хӑвӑрттӑн ярса тытрӗ те старик курмарӗ-ши тесе, ун ҫине хӑраса пӑхса илчӗ. — Сулланать тата шутсӑр ыратать, чӑтма та ҫук. Аллине ячӗ вӑл. — Кай кунтан… — Унӑн вулама юрамасть! — асӑрхаттарчӗ пӗчӗк тухтӑр. Кӑтарт. Ҫапла каланӑ та хӗрне ҫамкинчен чуптуса илнӗ. Лиза хатӗрленме чупнӑ. Пурнӑҫ пур ҫӗрте те пӗр пек пулас: пылчӑк, ирсӗрлӗх, вӑрттӑн, усал тӗттӗм кӗтессем. Унӑн сӑнӗ ҫинче ҫулӑм ҫути палӑрчӗ, анчах вилӗ ӳте чӗртеймерӗ. — Кӑштах урӑхларах каласанах эсӗ тӳрех ҫекӗл ҫине ҫаклатса илетӗн: «Анархист! Вӗсен сӑнӗ-пичӗсем те туртӑнса кӗчӗҫ. Мӗн тума кирлӗ пулчӗ вӑл сире? Пурӑнассине ӑҫта пурӑнас тетӗн, мӗнле пурӑнас тетӗн, ун пек пурӑнма пулать, — хӑвӑн ирӗк! — Ку вӑл акӑ мӗнле ҫӗртме, урӑхла тата ӑна кулиснӑй е америкӑлла ҫӗртме теҫҫӗ. — Ҫывӑрас килмест те калаҫатпӑр, — ответлерӗ казак. Унӑн ӗнтӗ унта-кунта ҫапкаланса ҫӳрес килмен. — Эсӗ ман юн тымарӗсенче шыв тесе шутланӑ-и-мӗн? Лозневой тапак тӗслӗрех кӗпе, шалпартарах хура шалавар тата пушмак пӑру тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫирӗп атӑ тӑхӑнса янӑ та сӗтел хушшинче ларать, — унӑн сӑнӗ пӑс кӑларса вӗресе ларакан пӑхӑр сӑмавар ҫинче те курӑнать. — Аптекӑри пекех пулӗ. Мӗн кирлӗ мара калаҫмалли пур! Вӑл хӑйне сасартӑк сӗм-пӗчченӗн те мӗскӗннӗн туйса илчӗ. Ҫулҫӳревсене, ун урлӑ культурӑллӑ тӗнчене ҫыхӑнтаракан йӗр сасартӑк ҫухалчӗ. Хӗл каҫа каннӑ, халь ӗнтӗ тӑраничченех сӗтек пухнӑ, ҫӗнӗ амалӑх хӗртӗнӗвӗпе ҫунакан ҫарашка, нӳрӗ, ӑшӑ ҫӗр тухса тӑчӗ ун айӗнчен. Мӗн калассине тем пек асапланса кӗтрӗ. Юргина ав, хамӑр сержанта сапса ятӑм та — лӑштах пулчӗ, канлӗ ҫывӑрать ав. Гленарван туйса илчӗ, унӑн ыттисене пример парса мӗн ҫинчен каланине итлемеллех пулчӗ. — «Ҫук, граф, — тет лешӗ: — эпӗ купец мар: кирлӗ мар тутӑр татӑкне те сутмастӑп, сума сунӑ чухне арӑма пама хатӗр, анчах та Миловидкӑна памастӑп… Ылттӑн ҫӳҫӗ ун ҫӳллӗ, таса ҫамки тавра шултӑран та пӗтӗммӗн пайӑркалана-пайӑркалана ӳкнӗ, тӑват кӗтеслӗ, ҫӑра, хӗрхӗлтӗм, пысӑк мар сухалӗ, юри хутлантарса тухнӑ евӗр, пӗр-тикӗс хумсемпе тӗп-тӗрӗссӗн йӑрӑмланса выртнӑ, самаях калӑплӑ та хитре пуҫӗ вара, питех те ырӑ ӳкерчӗклӗ ҫара мӑйӗпелен пӗрле, грек паттӑрӗсенчен е ӑсчахӗсенчен пӗрин пуҫӗ пекех мӑнаҫлӑ, — вӗсен чаплӑ бюсчӗсене Ромашов ӑҫта-тӑр гравюрӑсенче курнӑччӗ. — Ак хӑҫан пуҫланчӗ вӑл хайхи, чӑн-чӑнни! — терӗ Калугин. — Ҫав пӑшал сассисене пӗр пӑлханмасӑр итлесе тӑма пултараймастӑп эпӗ, пӗлетӗн-и, темӗнле, чуна тивет. — Юрать. Темиҫе кунран, ирхине ирех, эпӗ пӗр палланӑ доцент, авланман тата питӗ ӗҫекен ҫын патне булкӑсем илсе пытӑм та, унта Клопскине тата тепӗр хут куртӑм. Эпӗ пур хурлӑх куракансене те йӑпатакан кӗлле вуларӑм та, таса, анчах та аманнӑ чӗререн тухнӑ кӗлӗсен сӗткенне чи малтанхи хут тутанса, малалла мӗн пуласси ҫинчен шухӑшламасӑрах, канлӗн выртса ҫывӑртӑм. Ҫамрӑк ҫынсем пӗр-пӗринпе те калаҫрӗҫ. Ку пӗтӗмпех ӑнсӑртран пулнӑ япала. Леона тӑрӑхӗнче аристократсене те, илемлӗ хӗрарӑмсене те тупма пулать. — Здравия желаем, вашбородие! — халичченхи пекех, кӗскен те мӑн сасӑпа кӑшкӑрса илчӗ вӑл. Окунев, кӑшт каҫӑртарах сӑмсаллӑскер, чее куҫӗсене хӗстерсе илчӗ те, тавӑрса хучӗ: — Павела эпир пӗтме памастпӑр. Эхер сирӗн чӗрӗрте юратупа хӗрхенӳ хӗлӗхӗсем лӑнчӑланман пулсан, хӗр-тарҫӑсен пӳлӗмӗнче вӗсене сӗртӗнмелли сасӑсем тупӑнаҫҫӗ. Анчах кайӑкран та, хурт-кӑпшанкӑран та ку мӗнле ҫыран иккенне ыйтса пӗлеймӗн, ҫӗршыв ятне те кунта пурӑнакан ҫынран ҫеҫ пӗлме пулӗ. Ыттисем хӳшӗре вырнаҫса лараҫҫӗ. Хамах пырса кӗрейрӗм-ши сан ҫие,Е ырӑ лаша унта ҫавӑрса кӗртрӗ-ши? Ав ҫарӗ мӗнлеччӗ — ӑна та ҫӗмӗрсе тӑкрӗҫ! Эпир ҫав ҫултан пӑрӑнса каймарӑмӑр-ши? — Хӑвӑрах куратӑр, халь манӑн ним йӗрки те ҫук, — терӗ Инсаров, урайӗнчи кӗнекесемпе хут куписем ҫине кӑтартса, — кирлисене туянса ҫитереймерӗм-ха. Вӑл хӳме патне пычӗ, малтан ун урлӑ хӑйӗн костыльне пӑрахрӗ, унтан хӑй те ҫав тери хӑвӑрт та ҫӑмӑллӑн каҫрӗ. Пурте ҫырма ҫинелле пӑхса ларнӑ, хутран-ситрен ҫеҫ сӑмах тапраткаланӑ, анчах калаҫу вӗсен тӑтӑшах паузӑпа пӳлӗннӗ. Анчах та вӗсем ытлашшипех йӗпенменччӗ: сумки вӗр-ҫӗнӗ сӑранранччӗ, лайӑх питӗрӗнетчӗ. — Ҫук, тусӑм, — терӗ вӑл. — Эпир никама та кунта хӑвармастпӑр. — Каҫарӑр ӑна, ырӑ ҫыннӑм, — сӑмах хушма васкарӗ Уэлдон миссис. Ҫак самантра чӳречерен игуменӑн лапсӑркка пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Ҫамрӑк ҫынсем, хӗрсе калаҫнӑ май, ун ури сассине илтеймерӗҫ те. — Эпӗ ун пирки сӑмах тапратман. Икӗ ҫул каялла вӑл ашшӗнчен, пысӑк пӗсехе шӑммиллӗ тата хӑрушла чарӑлса тӑракан куҫлӑ пуян мужикрен уйӑрӑлса тухнӑ, «юратнипе» Изотӑн тӑлӑх хӗр-тӑванне качча илнӗ, ӑна ҫирӗппӗн тытса усрать, анчах хулари пек тумлантарать. «Анчах ку вӑрттӑнлӑха эпӗ хам пӗлтӗм пулсан, мӗншӗн ӑна пытарса тӑмалла? — тетӗп эпӗ хама хам. Ҫакӑн хыҫҫӑн хура турӑ лаши мана калама йывӑр тепӗр сӑмах вӗрентрӗ, вӑл сӑмах гуигнгнм тенӗ пек илтӗнет. Ҫеҫенхир ҫийӗнче, ҫӳлте, ҫил тулаштарса шӑмартнӑ хӑмӑр-кӑвак пӑр ҫутаракан пӗлӗт хӗвеле хупласа тӑрать. Ку тата пирӗн шурӑ мускатӑн тепӗр йышши эрехӗ. Тепӗр кунне Артур лӑпкӑн вӑранчӗ те Джемма Ливорнӑна, падре — Рима каймаллине астуса илчӗ. Ҫак сӑмахсем кӗнекере-мӗнре ман тӗлӗме килсен, эпӗ темшӗн кирек хӑҫан та Энскӑри «присутствие» аса илеттӗм — унта ҫурма тӗттӗм ҫӳлӗ коридорта тимӗр тенкелсем пур, барьер леш енче курӑнми тӑракан чиновнике ман анне тем пек тархасласа пуҫҫапатчӗ. Ҫапах та каяс пулать кунтан. Такам — Фомапа ҫуммӑн ларакан йӑвашшисенчен пӗри — ӑна пӑшӑлтатса каланӑ: — Ҫав кирлӗ-ха!.. Тристан д'Акунья утравӗсем судносен яланхи ҫулӗсенчен аякра тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа та судносем кунта хутран-ситрен кӑна кӗрсе тухаҫҫӗ. Вӑл кӗнекесем ӗмсе тултарнӑ та ухмаха ернӗ ҫын пек пурӑнать… Сана вулама ирӗк параҫҫӗ пулсан, кил эпӗ сана кӗнекесем парӑп… Пурне те пӗр тӑрук илес тейӗ — ан пар. Ҫитӗ, кунпа пӗтрӗ. Малалла вӑл ӑслӑрах пулӗ. — Вӑл Среднегорскӑри пӗр ялта гуярсем патӗнче пытанса пурӑннӑ — тупнӑ вӑл хӑй валли ӑшӑ йӑва. Цанко бай Клисурӑра ҫуралса ӳснӗ, анчах нумайранпа ӗнтӗ Алтӑнӑвӑра пурӑнать, ҫуртне те кунтах ҫавӑрнӑ. Пӗр пӑтине эпир Салли аппа саппунӗн кӗсйине чикрӗмӗр, саппунӗ пукан ҫинче ҫакӑнса тӑратчӗ, теприне Сайлас тете шлепки ҫинчи (вӑл конторка ҫинче выртатчӗ) шараҫ хушшине хӗстертӗмӗр; ачасенчен эпир вӗсен ашшӗпе амӑшӗ паян ирхине таркӑн негр патне кайма хатӗрленни ҫинчен пӗлтӗмӗр. Пиллӗ пул эсӗ те, Фива хули, Ун-Нсфер-Онуфрийӗн чӗри упранса тӑнӑ унта». — Сирӗн караванти йыш тӑрӑх ҫавна ҫӑмӑлах курма пулать, — терӗ юланут, негр-чурасем еннелле пӑхса илсе, кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле мӑшкӑласа кулса. Ӑна хӑрушла тунсӑх пӑвать, вӑл Гусев хыҫҫӑн тусан ӑшӗнче такӑна-такӑна танккать. Вӑл лавсем ҫумӗпе иртрӗ те, кӑштах шухӑшлакаласа пырса, кичеммӗн ял еннелле утрӗ. — Ыранах атте патне каятӑп та: «Атте! Горева ҫавӑн пек турӗ те ӗнтӗ. — Гаврила! — пӗлтерчӗ каччӑ. Икӗ матрос кӗсменсене Халл капитан хушнӑ пек хучӗҫ те вӑрӑм сӑнӑсем тытрӗҫ — кун пек сӑнӑпа аманнӑ кита вӗлереҫҫӗ. Ухмах! Серёжа урамалла пӑхрӗ. Анчах кам каларӗ сире манӑн ӑшӑмри шухӑшсем ӑнсӑртран пулнӑ, хӑвӑр витӗнсе тӑракан халӑхӑн шухӑшӗ-ӗмӗчӗсенчен килмеҫҫӗ тесе? — Ӑнланатӑп, — терӗ Гешан. Мӗнтен хӑратӑн-ха вара тата эсӗ? Анчах мана ытла асаилӳсемпе йӑпанма памарӗҫ. — Санӑн мана тахҫанах ӑс памаллаччӗ, ҫапла тунӑ пулсан, эпӗ тахҫанах артистра ҫӳренӗ пулӑттӑм. — Ҫук! Тавтапуҫ, кинжал парса хӑтӑлтӑм, унсӑрӑн лашана ыйтнӑ пулӗччӗ, — терӗ Лукашка, лаши ҫинчен анса тата ӑна Назаркӑна тыттарса. Осип Михайлович, уксахла-уксахла, чи хыҫалтан, ҫӑраҫҫисене чӑнкӑртаттарса утрӗ, Макариха ҫинчен шухӑшласа, хӑй ӑссӗн пӑшӑлтатрӗ: — Вӑйӗ пит пысӑк унӑн! Роберт мӗнпур вӑйне пухса ураран ӳкесшӗн мар асапланса пырать, ҫапах та вӑл малалла кайма пултарайманни уҫҫӑнах курӑнать. Пулать вӗт-ха ҫакӑн пек! Хӑҫан ҫиеле тухан, ҫавӑн чух аван пулать… Сылтӑм фланга пирӗн латышсем тытса пыраҫҫӗ. Ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн тепӗр кунне шӑпах ҫв. тройцӑ уявӗ пулчӗ, каҫал вӑл пысӑк асап тӳснӗ сӑваплӑ Тимахви кунӗпе пӗр килчӗ, кунашкал ҫул, халӑхра ҫӳрекен сӑмах тӑрӑх, тырӑ ӑнӑҫмасса та пултарать. Эсир мана темиҫе хими урокӗ парасшӑнччӗ. — Пурне те ту! — антӑлсах кӑшкӑрса янӑ старик. Вӗсем куҫран ҫухалсанах, эпӗ, Бака сас парса, ҫакӑн ҫинчен пӗлтертӗм. Шӑллӗ патне пыма хӑрушӑ пулнӑ. Урамсене асфальт сарса тухнӑ, анчах вӗсем ансӑр, тӗксӗм, тусанлӑ. Ача ыйӑхлама пуҫласан, вӑл ӑна хӑех майласа вырттарнӑ, унтан хӗрес хунӑ та, ӑна-кӑна нимӗнех те асӑрхамасӑр, тухса кайнӑ. Эленпа Мак-Набс тата Джон Мангльс ӑна сырса илчӗҫ. Сирӗн ҫине тискер кайӑксем тапӑнман пулсан? Нагульнов та Яков Лукич ҫине кӑмӑллӑрах пӑхма пуҫларӗ. Капла кайсан вара, хӗнпе пулин те, ир пуҫласа каҫчен пӗр вунӑ километр утма пулать, терӗ вӑл. Эппин вара, каяс ҫул ҫинче пире пысӑк йывӑрлӑхсемех тӗл пулмӗҫ. Башня умне пӗр йӗркене тӑрса тухнӑ рет майӗпен шала шуса, шӑтӑкне кӗрекен ҫӗлен евӗр, кӗскелсе пырать. Ывӑннипе тата ытла пӑчӑ пулнипе пит ҫиесех килмест, ҫавӑнпа пӗрте апат ҫиессинчен ытла канасшӑн пулчӗҫ. Унӑн апат сӗтелӗ хушшине, телейлӗ виҫӗ ҫын ларакан ҫӗре, каяс килмен. Туалет енӗпе. Санӑн духи ҫук-и? Писатель те пӗрре пур, тет, унта, вӑт мӗнле! Ун ҫине кӑшкӑрса пӑрахрӑм эпӗ, анчах ман хӑйӑлти мӗскӗн сассӑм ӑна витеймерӗ, вӑл хулпуҫҫипе хӗскеленӗ пек, ҫунатне выляткалам пек турӗ те ман ҫине пӑхса илчӗ. Сӑмах майӗн, пӗлетӗр-и, эпӗ Аркадий Николаевичпа сирӗн хушӑри тачӑ туслӑха та лайӑх ӑнланман, эпӗ ӑна ытла пысӑк вырӑна хуман. Часах яхтӑн трубисенчен хура тӗтӗм йӑтӑнса тухса, ҫӗрлехи тӗттӗмре мӑкӑрланма пуҫларӗ. Шӑнана та вӗҫертсе ячӗҫ, вӑл ҫуначӗсене тӳрлетрӗ те хырӑмӗсӗрех лашасем патнелле вӗҫрӗ. Тӗрӗксем тепӗр хут та харӑссӑн пенӗ, каллех тивертеймен. Тӳпе ывӑлӗ хулара. Эпӗ аслати пек кӗмсӗртетнӗ сасса та илтмен. — Памарӑн-и? Алӑ кӑштах лӑканчӗ. Ҫӗнӗрен килнӗ ҫынӗ, хӳшӗре пурнакансем пек мар, пачах урӑх сӑн-сӑпатлӑскер пулнӑ. Ман умра атте тӑрать: сӑнӗ сивлек, пит-куҫӗ тӑртанчӑк. Кӗтесри корпусри аслӑ пӳлӗм, куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ одеялсем, тасалӑх, нимӗскер килсе пӑсман шӑплӑх. Гек хыҫалта кӗсменпе ишсе пычӗ, Джо — малта, Том, карап варри тӗлӗнче ҫилленнӗ пек ҫамкине пӗрсе, аллисене кӑкӑрӗ ҫинче хӗреслесе тытса, сивӗ сасӑпа шӑппӑн команда парса тӑчӗ. — Тӑвалла, ҫиле хирӗҫ тытӑр!.. Ҫил майлӑ! Кам-ха, эппин, Бенедикт пичче? Кунти таса та типӗ сывлӑш кӗпе-йӗме ҫеҫ мар, чуна та пит хӑвӑрт тасатать. Вӑл пуҫларӗ, эс пӗтеретӗн. Иван Павлыч кирек хӑҫан та вара хӑй ҫинчен каласа параймастчӗ. Ҫапӑннӑ чух кисреннипе бриг ҫинчи пур хатӗр те тинӗсе ӳкнӗ. Амӑшӗ ӑна сӑпкаран кӑларнӑ та, вӑл ҫараскер тискер кайӑксен тирӗ ҫинче тапкаланнӑ». — Пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫа эсӗ мӗнпе аса илме пултаратӑн? Чухлатӑп ӗнтӗ Андрей Петрович сире мӗнле тӗлӗнтернине! Ҫавӑнта тӑракансенчен хӑшӗ-пӗри малалла тухаҫҫӗ, вӗсемпе пӗрле Сэм Мэнли те тухать. Пачах урӑхла, эпӗ пӑхӑнма та хатӗр, анчах тансӑрлӑха чӑтма йывӑр. — Халь хӑваласа ҫитмеҫҫӗ-ха. — Итле-ха эс мана, ака мӗн калам эп сана, — лӑпкӑн каланӑ хӗрарӑм. Пулас ҫук ӗҫе тӑвас тесе, вӑл пӗтӗм ӑшчик тулса ҫитнӗ хавалӗпе тӑрӑшать… — Анчах «хӗрлӗ янрав» тени мӗне пӗлтерет-ха?.. Фок-мачта ҫине парӑс лартма тинӗс ӗҫне ытларах хӑнӑхни кирлӗ. Мана ураран ҫапса ӳкерчӗҫ, анчах эпӗ каллех тӑрса пӑлхавҫӑсемпе пӗрле крепӑҫе кӗтӗм. Пӑртак шухӑшласа тӑрсан, вӑл ҫапла каларӗ: — Ну, эпӗ эсир ыйтнипе килӗшес пулсан, эсир мана хам мӗн пӗлме шутланине пурне те каласа паратӑр-и? Ҫапла вара, документӑн юлашки пайне ҫапла вуламалла: «Унта вӗсем, пӗрмай хӗн-хурлӑ асапсене тӳссе, ҫак документа… долготапа 37°11' широта ҫине пӑрахрӗҫ. — Савельич, унпа эсӗ нумай ан калаҫ. Халӗ вӑл питех те вӑйсӑр-ха, — терӗ. Урӑхла айӑплама май ҫук пек хӑтланатӑр! — Эпӗ, — терӗ юлашкинчен Монтанелли пуҫне ҫӗклесе, — нихҫан та, никам та туман ырӑ ӗҫ турӑм пулас. Унпа пӗрле Фелим та килнӗ пулӗ, тен. — Тух, питӗретӗп, — пӳлчӗ хӗр. Упи хартлатма тытӑнать, хӑйӗн хӑнине аякран шӑршлакаласа, сасартӑк ик ура ҫине тӑрать, хаярланса ун ҫинелле пырать… Ку пит сахал! — Эсӗ ҫак ҫулпа кайнӑшӑн савӑнатӑп эпӗ, — терӗ вӑл аран-аран, — сана хӑваласа ҫитмен пулсан, ҫӗрӗпех куҫ хупайман пулӑттӑм. Ну, лекрӗм ӗнтӗ — мӗнлерех лекрӗм те тата! Ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче пӗрремӗш хут — унта та телейсӗр те ӑнсӑртла лару-тӑрӑва пула — хӑйпе хӑй пӗр-пӗчченнӗн тӑрса юлчӗ вӑл. — Печоркӑра тутар вилнӗ, вара ун чунӗ пырӗ витӗр юхса тухнӑ, тикӗт пек хураскер! — Апла пулсан, ҫывӑрса илни те начар мар, — асӑрхаттарчӗ Аркадий. — Халь эпир театра каятпӑр, — терӗ вӑл кулмасӑр-тумасӑр, — вара эс пӗтӗмпех пӗлӗн. Токарев пыр тӗпӗнчен тухакан хулӑм сасӑпа шӑплӑха ҫӗмӗрсе пӑрахрӗ. — Мӗншӗн-ха аккордеонпа? — Памалла-и? — ку сӑмах ҫаврӑнӑшне ӑнланаймасӑр аптравлӑн тепӗр хут ыйтрӗ Том. Фома Игнатьич, тытнӑ та, вӗсен ҫулне картласа лартнӑ… Атӑл тӑрӑхӗнчи ҫеҫен хирте, Камышинта ҫуралнӑ Алексей, вӑрманти пурнӑҫа пӗлменскер, мӗнле ҫӗр каҫасси ҫинчен те, кӑвайт епле чӗртесси ҫинчен те малтан шутламан пулнӑ. Эсир тата? Е куҫҫуль вӑл яланах ҫемҫе кӑмӑла пӗлтерекен паллӑ-и вара? Апат вӑхӑтӗнче — пирӗн питӗ чипер апат пулчӗ: пӗри вӑл типӗ сӗтрен тунӑ шӳрпе, шоколад та усламҫу, иккӗмӗшне вара ҫав шӳрпех те, анчах типӗлле — эпир ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр: а) машина ӑҫта тӑрать, ӑна ҫавӑнтах хӑварӑпӑр, вӑл хӑйӑр ӑшне шӑтарса кӗнӗ, ӑна эпир пурпӗрех ҫӳлӗ ҫыран ҫинелле хӑпартайман пулӑттӑмӑр; б) машина патӗнче стрелока хӑварас; в) кайса ҫынсем тупас та пулӑшу ыйтас. Хӗвелпе ҫав тери ҫунса кайрӑм, тир сийӗн-сийӗн сӗвӗнет, ун айӗнчен темле кӑвакрах тӗслӗ ӳт тухать. Эпӗ ун патӗнче час-часах, наушник тӑхӑнса, ҫурҫӗр иртсе икӗ сехетченех ларса ирттеркелетӗп. Кайрӑмӑр. Вӑл калакан кӗвӗсем те, хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе пӗр килеҫҫӗ, тунсӑхлӑн та пӗр тикӗссӗн шӑранса тухаҫҫӗ. Туршӑн та, инкек кӑтартать-ха вӑл пире! — Пӗлетпӗр. — Эпӗ ӑна юрататӑп тесе шутламастӑр-и эсир? — терӗ хӗр мана тепрехинче. Урамра, йӗри-тавра кавалерипе хупӑрласа, тыткӑна лекнӗ поляк салтакӗсене илсе каяҫҫӗ. Эпӗ кӑна хамӑн опыт тӑрӑх ӗнентерсех калама пултаратӑп, мӗншӗн тесен пӗлесшӗн ҫуннипе унти пӑр катӑкӗсене хамах виҫсе, турттарса пӑхрӑм. «Нивушлӗ Казондене илсе килмерӗҫ ӑна? — ыйтрӗ хӑйӗнчен хӑй Дик. — Хреснаттене чӗнӗр… Чӗмере! Хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ, сухалне актёр пек хырнӑ, пӗчӗк ҫеҫ кӗлеткине вӑр-вар та ҫивӗччӗн хускаткалакан Башкин мана кушак ҫури пек туйӑнатчӗ. Офицер ҫавӑнтах патака ун аллинчен туртса илсе аяккалла ывӑтрӗ те урисемпе тӑпӑртатса кӑшкӑрса ячӗ: — Сирӗл, тетӗп! Вӑл яланах аллине мӗнле те пулин кӗнеке тытса, пӗр пӳрнине ун хушшине хӗстерсе ҫӳренӗ, ҫавӑн пирки кӗнеке ун пӳрни ҫумне ӳссе ларнӑ пек туйӑннӑ. Сӑмах май асӑнсан, хам ҫӗршыври ҫынсем ҫинчен каласа панисене аса илнӗ хыҫҫӑн, эпӗ халӗ вӗсен ҫитменлӗхӗсене ҫав териех шеллесе сыхланине, хам ҫӗршыв ҫыннисен пурнӑҫӗпе йӑлисене лайӑх енчен ҫутатса пама тӑрӑшнине уҫҫӑнах туйса илме пуҫларӑм. — Пӗлейместӗп-ха, — терӗм эпӗ, хам тахҫанах тинӗс-ҫар училищине мар, вӗҫевҫӗсен шкулне каяссине пӗле-тӑркачах. Пӗлетӗн-ҫке: ҫылӑха кӗместӗн — каҫару ыйтмастӑн, каҫару ыйтмастӑн — ҫӑлӑнӑҫ тупмастӑн… Княгиня пӑртаклӑха кунта юлать-ха. — Ӗлӗк чух, ҫынна чӗре патӗнчи сӑмаха калас пулсан, ун тавра ҫаврӑнаттӑм-ҫаврӑнаттӑмччӗ, халӗ вара — пӗтӗм чун уҫӑ, ӗлӗк шухӑшлама та пултарайманнине те тӳрех каласа хуратӑп… Анчах июнӗн ҫак ирхине Шурӑ Кашкӑр вигвамӗнче ача ҫурални ҫинчен пӗтӗм лагере хыпар сарӑлнӑ. Бенедикт пичче ҫилленсе тулхӑрсах кайнӑ. Тахҫан, хамӑрӑн аслӑ султансем патшара ларнӑ чаплӑ вӑхӑтра, Оттоман империйӗ пирки асӑнни кӑна тӗнчене хӑратса та чӗтретсе тӑнӑ. Вӗсем чӑнласах такам сассине илтнӗ пулӗ! Анчах та вӑл вӗсен ашшӗн сассиех пулнӑ-ши?.. Вӑл ун ҫине пӑхса: «Япӑхах вылямасть вӗт ку хӗр, хӑй те вӑл япӑхах мар», — тесе кӑна шухӑшларӗ. Ӑна губком райком секретарӗ тума сӗнсе янӑ. — Ҫил-тӑвӑл халь чарӑнман-ха; вӑл пӗр ик-виҫ куна тӑсӑлӗ, анчах сирӗн урӑх хӑрамалли ҫук. — Эпӗ юрататӑп сана, — тенӗ татах Кольхаун, — сана ҫав тери юрататӑп, Лу, ун пек никам та ку таранччен нихӑҫан та юратман. — Мӗнле — виҫсӗре те? Пурте пулӗҫ! Сана, чухӑн ҫынна, пӗр сӑмахсӑрах парса яратпӑр, факт. Зеб Стумп шухӑша кайнӑ. Ну, халӗ ӗнтӗ хыҫҫӑн хӑвалас пулать! Пуҫлӑхсене вӑл мӗн каламаллине тӳррипе калать, апла пулин те пуҫлӑхсем ӑна хисепе хураҫҫӗ. Эй!.. — Питӗ аван, — ӗлӗк нихҫан та алӑ паманскер, халӗ вӑл Лена аллине чӑмӑртарӗ. Нивушлӗ илтместӗн? Айлӑма ҫупӑрланӑ каҫ тӗксӗм шӑтӑка тӗттӗмлетсе те хучӗ. Джемма ун ҫине пӑхкаласах пычӗ: — Эсир халӗ чӑнахах та манпа анне патне пырасшӑн-и? — Вӑт вӑл ӗнтӗ лайӑх ҫын пулнӑ пулмалла. Павела Жухрай килни савӑнтарса ячӗ. Роберт ӑна хӑйӗн тусӗсемпе паллаштарма пикенчӗ, кашнине мухтамашкӑнах вӑл ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑмахсем тупать. Эх, кӗрсе кайрӗҫ вара козаксем! — Экспедици пӗтнинче такам фон-Вышимирский мар, Николай Антоныч хӑех айӑплӑ иккенне эп каллех те кӑтартса памӑп-и-ха, ҫавна пӗлме хушнӑ ӗнтӗ сана!» Эпӗ вӑрҫӑра нихҫан та пулман. Вӑл яланах ҫавӑн пек пурӑннӑ: хӗпӗртемелле пулсан, пур ҫын пӑхса ӑмсанмалла, шавласа хӗпӗртенӗ, хуйхӑрас-мӗн пулсан, вӑл хуйхӑрнине кура пурте хӑраса ӳкнӗ. Эпе паян вырӑна ҫитесшӗнччӗ те, господин смотритель урӑхла шутларӗ пулас — ку ҫӗр-шывра лав тупма хӗн иккен, господин офицер. Ман тавра вара ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе ҫынсем пухӑннӑ пулӗччӗҫ, вара эпӗ вӗсене хӑйсен ашшӗсен ӗҫӗсем ҫинчен, вӗсен паттӑрлӑхӗпе чапӗ ҫинчен юрласа панӑ пулӑттӑм. Ку ӗнтӗ пӗрре кӑна пулман, эпир вара вӑл халь-халь кӑшкӑрса ярӗ, чарӑнӗ, тесе шутларӑмӑр. Эпӗ, тен, хамӑн ывӑлӑма… Эсир ман патӑма каҫхине кӗме пултараймастӑр-и? Паллах, эпир тӗрлӗ чӗрчунсен пурӑнӑҫӗ тӑрӑх, пусма картлашкисем тӑрӑх хӑпарнӑ пек, хӑпарса пынӑ; вӗсен хушшинче этем чи ҫӳлти пусма картлашки ҫинче тӑнӑ пулас. — Ганоидсен ушкӑнӗнче, — ҫӗлен пулӑсен ҫемьинче тата йышӗ… енӗпе. — Ну? — Птерихтис йышӗнче шутланать, — эпӗ ку тӗлӗшрен тупа тусах ӗнентерме хатӗр. Эпӗ ӑна, Даша инке сасӑпа вулакан тахҫанхи ҫырусенчен пуҫласа, пурне те каласа патӑм. Мересьев, чул пек хытса ларнӑ сӑнлӑ пулса, куҫӗсене уҫса выртрӗ. — Ҫав кирлӗ те вӗсене, — терӗ Паганель. Вунӑ минута хушши тӳпелешнӗ. Кунта тутар хӗрарӑмӗ хӑйӗн уринчи ҫӳллӗ кӗлеллӗ аттине хыврӗ те, кӗпине асӑрхануллӑн пуҫтарса илсе, шывпа тулнӑ путлӑх тӑрӑх ҫаруран утма тытӑнчӗ. Вӑл пырса тытнӑ вилен кӑкӑрне амантнӑ-мӗн, пуҫӗ шыҫӑнса ҫав тери пысӑкланса кайнӑ, сӑн-пичӗ хуралса ларнӑ, куҫӗсем таврӑнса тухнӑ, — ҫурӑмӗнчен, аялтан тыт, Морозка, вӗҫерӗнсе ан кайтӑр тата. Купси чаплӑскерччӗ, пӑхма илемлӗччӗ тата укҫаллӑччӗ… ҫав купса… Ниушлӗ сирӗн мана нимӗн те каламалли ҫук? Вӑл, ылтӑн тытакан тетелӗсене ларта-ларта, Атӑл тӑрӑх анаталла та тӑвалла кустарса ҫӳренӗ; ялсем тӑрӑх тырӑ пуҫтарнӑ, ӑна парӑшсемпе Рыбинскине турттарнӑ; вӑл улталанӑ, хӑш чух хӑйӗн ултавне хӑй те сисмен, хӑш чух — сиснӗ те; улталаннӑ ҫынсенчен ним пытармасӑрах кулнӑ, укҫашӑн ҫунан сӗмсӗр кӑмӑлпа поэзие ҫитиех ҫӗкленнӗ. — Чуптуса тӑранайман, — терӗ Устенька. Тревога ҫӗклес мар тесе, тӑват уран тӑрса, ҫуртӑн кӗтесси патне упаленсе пытӑм. Анчах отвечӗ пулмарӗ. Урайӗн варринчи вучахне лаптӑк чулсем купаласа тунӑ, унӑн тӗтӗмӗ ҫивитти варринчен шӑтарнӑ шӑтӑкран тухса каять. Чим-ха вӑхӑт ҫитӗ». Вӗсен вара ашшӗ-амӑш пекех пулмалла. Ҫапла, ҫапла, — терӗ татах сунарҫӑ, ҫывӑхарах пырса, тӗлӗнмелле кӗлеткене тӗллесе пӑхса. Итали инкек тӳснӗшӗн хурланакан патриотка пек пулма ӑна питех те килӗшет, мӗншӗн тесен вӑл пӑшӑрханакан хӗрарӑм евӗрлӗ курӑнма ҫав тери ӑста пултарать. Ӑна ту ҫинчен пӑхса тӑрӑр. Кайма та юратчӗ ӗнтӗ, анчах Хмелько лейтенант вестовой ҫинелле вӑрт ҫаврӑнса пӑхса, Лозневой ҫумнерех пычӗ, ӑна хӑлхинчен шӑппӑн каларӗ: — Нимӗҫсем ҫывӑхра! Огнянов ун пиҫиххинчен ятаган туртса кӑларчӗ те, армантан чупса тухрӗ, тӳрех тӗрӗксен ушкӑнӗ ҫинелле ыткӑнчӗ, хаяр тӑшманӗсене сылтӑмалла та сулахаялла сулса чике-чике тухрӗ… Вӗсем ӗнтӗ чылай ҫӳле улӑхнӑ; кунта вара, ансӑр чӳречерен, самай уҫӑрах сывлӑшпа пӗрле, сапаланчӑкраххӑн пулин те, чылаях таса ҫутӑ кӗрет. — Теплерен тӗлпулсаттӑмччӗ те эпӗ ӑна — пырать пек курӑнчӗ мана, — терӗ Кораблев. Вара хумханса, «Яковлев актерӑн хурлӑхлӑ пурӑнӑҫӗ ҫинчен каласа кӑтартатчӗ.— Акӑ мӗн пулма пултарать-ха, — тетчӗ.Вӑл королева Мария Стюарт ҫинчен юрласа кӑтартма юрататчӗ, ӑна «шельма» тетчӗ, пуринчен ытла тата «Испанский дворянин» ҫинчен каласа хавасланатчӗ. — Ларатӑн? — ыйтрӗ Юргин. Катя варьяцисемпе вальссем калать, васкамасӑр таклаттарать, пӗрмаях педаль ҫине пусать, мӗн те пулин калама тытӑниччен туйӑмлӑн аrpeggio-н виҫӗ аккордне илет… Тӳрех калас пулать, ун пеккисем мана ниепле те лартас ҫук. — Майра патша тӑхӑнса ҫӳрекенни». Вӗсем, кӑшт хаяртарах пулсан та, пит лайӑх халӑх. — Аташать… — шӑппӑн каларӗ Христофор атте. Кӑштах вӑхӑт иртсен, Юргинпа Андрей вӑрман чӑтлӑхӗнче курӑнми пулсан, Лозневой пуҫне ҫӗклерӗ те пит сыхланса, хӑрах куҫӗпе ҫеҫ, сылтӑм куҫӗпе хыр вулли хыҫӗнчен пӑхса илчӗ. Вӑл макӑрса яма та хатӗр. Площадь патнелле ҫывхарсан, хӑвӑр та унӑн илемӗпе тӗлӗнсе кайӑр: унта пӗр лапра кӳленчӗк пур, тӗлӗнмелле кӳленчӗк! — Хӗвелтухӑҫ енчинче. Решеткесемпе пӳлнӗ чӳречеллӗ камерӑра. Пӗррехинче эпӗ ун патне кӗретӗп те сӗтелли ҫинче Марья Васильевна сӑнӳкерчӗкӗ тӑра парать. — Ҫавӑнпа сире тӑрантарса усрама тӑкаксене ерипен чакарнӑҫемӗн чакарса пыма пулать. Алла лекнӗ темиҫе ҫырӑва уҫса (вӗсенчен пӗринчен типсе кайнӑ, шупкаланнӑ лентӑпа ҫыхнӑ чечек тухрӗ,) вӑл хулпуҫҫийӗсене ҫеҫ сиктерсе илчӗ, камин ҫине пӑхса, вӗсене айккинелле ывӑтса ячӗ, ҫак ниме кирлӗ мар ҫырусене ҫунтарса ярасшӑн пулчӗ пулмалла. Ӑна хирӗҫ пӗри, вӑл тӑхланран хывнӑ лайӑх порцине туянас темесен, уйӑх ҫутатакан вырӑнтан пӑрӑнма хушса ответ панӑ. Никольское вӑл … ҫулӗ ҫинче вӗт-ха? Пӗрремӗшӗнчен, камер-юнкер сарлака та самӑр питлӗ тата хура тутӑрпа ҫавӑрса ҫыхнӑ пекех хуп хура бакенбардлӑ, Трезорӑн вара пичӗ мӑнтӑр мар, ҫамки ҫинче шурӑ хушка пур. Берсенев ӑна Инсаров мӗн шутланӑ ҫинчен каласа пӗлтерчӗ. Ав ҫавӑнтарах, — терӗ вӑл. Ну, тухрӗ вара качча… — Ҫапла пек туйӑнать, — тетӗп. Салтаксем хушшинчи йӑлапа Петро Семиглаз ҫӗрулмине пурне те пӗр пек валеҫме тапратрӗ, кашни умнех мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн хурса пачӗ. Хӗрӗ кӑна ӳкӗте кӗртме пултарать ӑна. Лётчиксем кабинӑсенчен те тухмарӗҫ. Апат та вӗсене ҫакӑнтах, алюминирен тунӑ котелоксемпе илсе пырса пачӗҫ. Аван, — хирӗҫлерӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна. Пӳлӗм варрине ҫитсен вӑл тайкаланма пуҫларӗ; эпӗ сиксе тӑтӑм та, аллӑма парса, ӑна пукан патне ҫавӑтса ҫитертӗм. Вӑл тата хытӑрах, ҫивӗчрех пӑхма тытӑнчӗ. Кайрӑмӑр тӳрех, кайӑксем вӗҫнӗ пек» тесе лашине канав урлӑ сиктерсе каҫарчӗ. Хӑпарту кӑна тултарнӑ пулсан та, тем пек тутлӑ. Ҫак лӑпкӑ кӗтесре пӗччен тӑрса юлсанах манӑн унчченхи шухӑшсемпе асаилӳсем пуҫран сасартӑк тухса кайрӗҫ, эпӗ калама ҫук ырӑ шухӑша кайрӑм. Робеспьер хутсем ҫинчен куҫне илмесӗр:— Акӑ эпӗ унӑн ятне тупрӑм… Симурден гражданин, сире пӑхӑнмалли ҫамрӑк командир виконт пулнӑскер. Унӑн хушамачӗ Говэн, — терӗ. — Savez vous doù vient votre timidité?.. D`un excès d`amour propre, mon cher, — ун хутне кӗнӗ сасӑпа каларӗ Дубков. Анчах профессор Лиденброк, ҫаксем ҫине тимлӗн асӑрхаса та пӑхмасть пек туйӑнать. Вӑл хӑй ҫемйипе Атӑл хӗрринчи пӗр пӗчӗкрех хулара пурӑннӑ. Мӗн пӑхса тӑмалли пур-ха? Вӑл Морис Джеральда юратса кайнӑ, кун пирки ӗнтӗ иккӗленсе тӑмалли юлман. Вӑл чӗрӗ юлма пултарнине эпӗ сиртен кӑна илтрӗм. Лаша валли тиеместӗн вӗт! — тесе кӑмӑлсӑррӑн каланӑ. Тӑрӑшӑр, сэр, сиртен ыйтатӑп эпӗ, — терӗ вӑл. Унтан тӗрӗс ҫырма вӗрентмелли урок вӑхӑтӗнче чи ҫӑмӑл сӑмахсенех ҫав тери йӑнӑш ҫырса пӑса-пӑса хучӗ, ҫавӑнпа та унтан темиҫе уйӑх хушши питӗ мӑнкӑмӑлланса ҫакса ҫӳренӗ тӑхлан медале каялла туртса илчӗҫ. Малтанах вӑл тинкерсе, кӑмӑлласа вуланӑ; сасартӑк унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ, — Марья Ивановна, унӑн пур хусканӑвӗсене те сӑнаса пынӑскер, лешӗн сӑнӗ, тин ҫеҫ кӑмӑллӑ та лӑпкӑскер, пачах улшӑнса, хаяррӑн туйӑнакан пулса кайнинчен хӑраса ӳкнӗ. Инсаров пӗр хускалмасӑр, тӗлӗннӗ пек, пӑхса тӑчӗ. Атя тепре кутить туса илер — уйрӑлас ятпа! Чугун ҫул ҫывӑхрах пулсан — пӑравуспа та вӗҫтерсе килнӗ пулӗччӗҫ! — Доктор, доктор! пӑхӑр-ха ман ҫине: авланакан каччӑ пек-и вара эпӗ е ҫавӑн майлӑрах-и? Вӗсенчен виҫҫӗшӗ урисене аран сӗтӗреҫҫӗ, теҫетник кӑтартнӑ вырӑна ҫитме вӗсене конвой ҫыннисем ҫавӑтса пычӗҫ. «Ну, ну, ну!» тесе хаяррӑн кӑшкӑркаласа илчӗ ӑна Ермолай, — вара Сучок тапаланса, урисемпе тапкаласа, сиксе ӑшӑхрах вырӑна тухать, анчах, темӗн пек йывӑр пулсан та, манӑн сюртукӑн аркинчен тытмашкӑн хӑяймасть. «Ҫылӑх сире, Евгений Васильевич», пӑшӑлтатса хӑварчӗ вӑл тухса кайнӑ чухне. Юрать шӑтӑкӗ пушӑ, унта хуҫи выртнӑ пулсан? — терӗ те, кулса макӑрса ячӗ. Ӑҫта чарӑннӑ эсир? Ҫавсенчен пӗри, тулли кӑкӑрлӑ, хулӑм ҫивӗтлӗ хурарах хӗр, мана коридорта чарса тӑратрӗ те, шӑппӑн та хӑвӑрт каласа хучӗ: — Эсӗ ҫак ҫырӑва адрес тӑрӑх леҫсе парсан, эпӗ сана вунӑ пус паратӑп. — Фая ҫывӑрать-и? — Хӑвах калатӑн — хӗрсем пире килмеҫҫӗ: ватӑлнӑ, — тӑлӑх арӑмсем вара пире кирлӗ мар. Унӑн пӗтӗм ҫемйине — ҫемйи пысӑкчӗ, вунӑ ҫынччӗ, — пӗтӗмпех нимӗҫ пӗтерчӗ. Унӑн сӑнӗ тата хытӑрах, шуранкарах пулса кайрӗ, вӑл халӗ чӗлӗм те туртмарӗ. — Ҫапла, — ассӑн сывласа илнӗ Любовь. — Анчах эп, темӗнле, вӗсен тулашӗнче пурӑнатӑп… — Тэ-тэ-тэ-тэ… Эпӗ ӑна хальхи пек куратӑп, — хурлӑхлӑ, шухӑшлӑ, илемлӗ те пӗтӗм чунтан парӑннӑ, юратнӑ сӑнлӑ вӑл, ҫав хушӑрах ун сӑнӗнче темле ӗмӗт татӑлни палӑрать — урӑхла сӑмах тупаймастӑп та эпӗ. Салтаксем взводӑн-взводӑн хваттерсене саланчӗҫ. — Эпир ун пек паллӑ курман, — хуравларӗҫ иккӗш те. Катя сӑпайлӑн кӑна хирӗҫлем пекки турӗ. Паганеле майорӑн тутисем шӑл йӗрсе йӑл кулнӑн туйӑнма пуҫларӗҫ. Хӑйӗн тивӗҫлӗхне ҫухатас мар тесе, вӑл тепӗр хут вӑйне пуҫтарса илсе, ҫав географи урокнех пуҫларӗ, анчах ӑна патагонец чарчӗ. — Эсир тыткӑна лекнӗ ҫынна шыратӑр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Вӗсем нумай калаҫмарӗҫ. Хахай Бояркин аллине тытса силлерӗ. — Кунта акӑ манпа пӗрле пӗр юлташ… — пӗлтерчӗ вӑл. Лашаллисем хӑйсен учӗсене ывӑнтармасӑр, ытлашши тарлаттармасӑр пыраҫҫӗ; ҫураннисем урӑ пуҫпа лавсем хыҫҫӑн утса пыраҫҫӗ. Пӗтӗм табор каҫсерен ҫеҫ куҫать, кӑнтӑрла чарӑнса канса тӑрать. Канма вӗсем мӗнпур халӑх тухса кайнӑ вырӑнсемпе нихӑҫан ҫын пурӑнман вырӑнсене суйласа илеҫҫӗ. Ун чухне кун пек пушӑ вырӑнсем нумай пулнӑ-ха. Нумай вӑхӑт иртмерӗ, труба витӗр пӑхсан, яхта ҫинчен шлюпка антарнине курчӗҫ. Карап ҫинчи юлашки компас та ҫӗмӗрӗлни чӑтайми пысӑк инкек пулнӑ пулӗччӗ. Тен, вӗсем хӑйсемпе хӑйсем ытла пысӑк пӗлтерӗшлех те мар пуль, анчах ҫулҫӳревҫӗсен вырӑнӗнче вак-тӗвеке те шута илмесӗр тӑма юрамасть. Эпӗ вар тӗпне антӑм, хӳшӗ хӗррине ҫӗклерӗм те, унта Бен Ганн киммине тупрӑм. Алӑпа тунӑ мӗнпур кимӗсенчен, ҫак кимӗ чӑн алӑпа туни тесе каламалла. Бен хытӑ йывӑҫран кукӑр аяклӑ рама тунӑ, ӑна ҫӑмне шалалла хунӑ качака тирӗпе сӑрнӑ — акӑ ҫакӑ ӗнтӗ мӗнпур кимми те. Мӗнле те пулин инкек ҫитсен, тӗттӗм пулсан, эпир ун ҫине ларса кайма пултаратпӑр… Пӗчӗккӗн кивҫен иле-иле, тӗрлӗ майпа ал ҫавӑрса, тархасласа, шантарса, вӑл имение хӑйӗн аллинчех хӑварать. Помещик пулса тӑрсан, Петр Васильевич ашшӗн чӑланта упраннӑ вӑрӑм аркӑллӑ халатне тӑхӑнса ярать, экипажсене тата вӗсене кӳлме лашасем тытассине пӑрахӑҫлать, Мытищӑна пырса ҫӳрекен хӑнасене сивӗтет, тымарсем кӑкласа акмалли ҫӗр лаптӑкне ӳстерет, хресченсен ҫӗрне чакарать, ката вӑрмана хӑйӗннисене кастарса, лайӑх хуҫалла сутать, — хӑйӗн ӗҫӗсене ҫапла йӗркелесе ярать. Упӑшки кӑмӑлӗ сивӗ пулни ҫинчен амӑшне пӗрремӗш хут ӳпкелешсе каласа парсан, лешӗ ӑна хирӗҫ ӗмӗр асра юлмалла каласа хунӑ: — Арҫын вӑл — пыл хурчӗ, эпир арҫыншӑн — чечексем, вӑл пирӗн ҫирен пыл пуҫтарса илет. Шурӑ абажур айӗнчи пысӑк лампа сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксемпе кӗмӗл япаласене, ҫамки ҫине симӗс козырек тӑхӑннӑ пӗчӗк хӗрачан яп-яка тураса якатнӑ хурарах пуҫне сӗт тӗслӗ ҫутӑпа ҫутатса тӑрать; хӗрача умӗнче тетрадь выртать, вӑл ҫинҫе кӑранташпа ӳкерчӗксем тӑвать, хӑй амӑшӗн тикӗс те лӑпкӑн юхакан сӑмахӗсене итлеме кансӗрлемесӗр, хуллен мӑкӑртатса юрлать. Рыбин тинкеререх итлерӗ те пуҫӗпе сулса:— Тӗрӗс, килет… — терӗ. Унтан, кобуртан маузерне туртса кӑларса, ӑна тахӑшӗн хаяр пичӗ тӗлӗнче сулса ячӗ. — Ак пирӗн сӑнсем, пӑхар! Ну, тетӗп хам ӑшра, укҫи унтан ҫухалмасан татах юрӗччӗ хуть; хамӑр юханшыв тӑрӑх ҫӗр-икҫӗр мильӑна яхӑн ишсе кайсанах, эпӗ Мери Джейна ҫырса пӗлтереттӗм те, вара вӑл вилене чавса кӑларса укҫине илӗччӗ; анчах апла пулас ҫук, тупӑк хуппине ҫапса лартнӑ чух укҫине кураҫҫех. Тавтапуҫ, Алексей Вениаминыч, тавтапуҫ. «Британин» йӗрри те ҫук кунта, ҫавӑн пекех «Дункан» килсе кайни те нимрен те палӑрмасть. Кам йӑтса пырӗ ҫул ҫинче чирлӗ ачана? Кирлӗ мар, — хӑй ҫинче илтрӗ йӗкӗт унӑн тӑстарса каланӑ ӳркевлӗрех пеклӗ йӑваш сассине. Инҫетри ҫӗршывсенчен килнӗ ют ҫынсене те вӗсем хӑйсен кӳршисене кӗтсе илнӗ пекех ыррӑн йышӑнаҫҫӗ. Амӑшне кӑкӑртан тӗртрӗҫ. Январь уйӑхӗн пӗр кунӗнче Артур семинарие кӗнеке леҫме кӗнӗ. (Нумайччен алӑ ҫупаҫҫӗ.) Колонна икӗ енне тӑрса тухнӑ халӑх хушшинчи коридора кӗрсен, оркестр «Интернационал» выляса ячӗ. — Рада, эс йӗмерӗн пуль? Тӑваттӑмӗш шкулта кама «Мӑйӑх» тесе чӗннине часах пӗлтӗм вара эпӗ. Тихон кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса ответ пани те хӑлхасене хупласа лартрӗ. Пӑчкӑ сасси илтӗннине пула вӑл пӗрмаях хӑраса пӑха-пӑха илчӗ, ҫапах та хӑйне кӳрентерни ӑна вӑй парса тӑчӗ. Эпӗ карап пуҫӗ ҫине хӑпартӑм та, аялалла пӑхрӑм. — Мӗн эсӗ! Казаксем пурте калаҫаҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ: нимӗн те йӗркеллӗ уйӑрса илме май ҫук. Лётчик-гвардеецсен чаплӑ ӗҫӗсем ҫинчен «Правда» хаҫата ҫырас шутпа, эпӗ связной самолётпа ҫав полка вӗҫсе кайрӑм. Владимир, Ермолая хаваслантарма тенӗ пекех, пачах та лайӑх переймест, вара кашни ӑнӑҫсӑр пенӗ хыҫҫӑнах тӗлӗнет, пӑшалне тӗрӗслесе пӑхать, кӗпҫи вӗҫӗнчен тытса вӗрет, начар пенӗшӗн тӗлӗннипе нимӗн калама та аптӑраса тӑрать, унтан мӗншӗн тивертейменнине ӑнлантарса парать. — Эс! — пуҫне ҫӗклесе илсе, Фома ҫине хаяррӑн, тискеррӗн пӑхса, ҫурма сасӑпа каланӑ Ежов. Ривэрӑн начар енӗсем пулман. Ия. Калӑр ӗнтӗ мана, мӗнле каламалла пулать-ха вӗсене, тата тепӗр енчен, ҫавӑн чул ятлӑ халӑх пулма пултарать-и ҫӗр ҫинче? Ҫветтуйсем пек пулма тӑрӑш… Куҫ умӗнче — чуна пӑсса тӑракан картинӑччӗ: полицейски хыпаланмасӑр хӑйӗн шинель кӗсъинчен кантра туртса кӑларатчӗ, хаяр пророкӗ парӑнса, ҫӑмлӑ хӗрлӗ аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытнӑ та вӗсене ҫыхассине кунӑҫса хӗреслӗ хунӑччӗ. Вӑл Христофор атте калаҫнине итлемерӗ, ӳпкелешме ӑҫтан тата мӗнрен пуҫласси ҫинчен шухӑшларӗ. Вӑл сасартӑк чарӑнчӗ те чӗлхине ҫыртрӗ. Сывӑ юлӑр. — Вулӑр-ха, сӑмахран, Иосиф Флавие… — терӗ пӗчӗк пуп. — Мӗн ҫыхӑнтарать сире, ывӑлӑм? Генри чарӑнса тӑнӑ та пеме хӑранӑ. Нимӗҫсем пӗр машина та ҫухатмарӗҫ, анчах тӑшман стрелокӗ персе лектернипе пирӗн пӗр истребитель куҫран ҫухалчӗ. Кольхаун хӑвӑрт пӑшалне ҫӗклет, анчах ҫавӑнтах ӑна аялалла усать. Суккӑр мана хӑйӗн тимӗр пек пӳрнисемпе ярса тытнӑ. Вӑл мана хӑйӗн мӗнпур йывӑрлӑхӗпе пуснипе эпӗ ура ҫинче аран тытӑнса тӑтӑм. Унта пит шавлаҫҫӗ, эпӗ вара ҫавна ӑраснах хытӑ туятӑп. Лӑпкӑ вырӑнсенче, акацисен хӳттинче юланутпа уҫӑлса ҫӳрени мана пит килентерет. Пирӗн пӗр князь пур унта — вӑл та лайӑх. Вӑл хӑй ывӑннине те, урисем ыратнине те манса, ҫултан пӑрӑнчӗ те, лутра чӑрӑшсен чӑтлӑхне кӗрсе, юр ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Курса калаҫмалли сехечӗ ҫитнӗ, ҫавӑнпа та хӗр урӑх кӗтсе тӑма пултараймарӗ. Лешӗ ӑна нумайранпа палланӑ ҫын пекех куҫ хӗссе илчӗ. — Ҫапах та, мӗнле шутлатӑр — иккӗмӗш фронта уҫаҫҫех-ши ӑна? — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. — Мана вӗрентме ҫамрӑк-ха эсӗ! — янратма пуҫларӗ карчӑк. Шел — хутла сахал пӗлет, аран вулать. Гаррис, пуҫне автан пекех каҫӑртса, хӑйӗн черккине ӗҫсе ячӗ, мӗншӗн тесен ятарласа тунӑ черккене хӑвӑрт пушатса хума ҫук, унтан васкамасӑр сыпа-сыпа илсе ӗҫме кӑна меллӗ. Лифтпа хӑпарнӑ чух ман ҫине вӑл куҫ сиктермесӗр пӑхрӗ, эпӗ ӳсӗр мар-и, терӗ пулас вӑл, енчен ӳсӗр пулнӑ пулсан хӑйне мӗнле усӑ пулма пултарӗ тесе шайланӑ пек пӑхрӗ вӑл. Леонид Андреевӑн «Сашка Жигулев» ятлӑ питӗ интереслӑ кӗнекине вулӑпӑр. Няня ман ҫине эпӗ мӗнле лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнине пӗлнӗ пекех пӑхать. Эпӗ чылайччен Брутпа калаҫрӑм. Сӑмах май вӑл мана вӗсен йӑхӗнчен тухнӑ Юний, Сократ, Эпаминонд, Катон Младший, сэр Томас Мор тата вӑл хӑй те пӗр-пӗринчен уйрӑлманни ҫинчен, вӑхӑта яланах пӗрле ирттерни ҫинчен, вӗсемпе пӗрле пулма ҫиччӗмӗш ҫыннине этемлӗхӗн историйӗ пама пултарайманни ҫинчен каласа пачӗ. Эсӗ итле-ха мана, Воропаев, килӗшетӗн пулсан, эпӗ сана халех виҫӗ дача парӑп! Атя тарар! — Мӗн пулса иртрӗ? Йыттисем инҫетре мар, вӗсем кӗтӳ пӑхатчӗҫ пулмалла. Чухӑн тата вӑтам хуҫалӑхсем санӑн унта пурте колхозра пулмалла. Анчах сасартӑк вӑл ут тӑпӑртатнӑ сасса илтрӗ. — Ку мӗне пӗлтерет? — терӗ вӑл Степана. Пӗр сӑмахпа каласан, кам пусмӑрлать, ҫавсене пурне те тӗп тунипе пӗрле пусмӑрлӑха пӗтерет. Урӑх вӑл та нимӗн каламарӗ, эпӗ те. Анчах пӑхма вӑл, яланхи пекех, ҫамрӑк сӑнлӑ, хастар. — «Ку ӗнтӗ эпӗ сана юратнине пӗлтерет», — тесе сӑмах хушрӗ вӑл мана, тенкел ҫине ларнӑ май, аллисемпе пӗвӗме ыталаса тытса… — Гаррис — сутӑнчӑк. Вӑл пире кунта Негорӑпа калаҫса татӑлнипе ертсе кӗнӗ. Любишкин тӳссе лараймарӗ, хыттӑн кӑшкӑрса, ыйту пачӗ: — Мӗн эсӗ хӑв пурнӑҫунтан вӑтанатӑн? Мӗн тери улшӑнчӗ вӑл ҫав кунхине! Эпир, вӗсен мӗскӗн тӑхӑмӗсем, ҫӗр ҫинче нимӗнле шанчӑксӑр та мӑнаҫлӑхсӑр ҫапкаланса ҫӳрекенскерсем, ыррине те, усаллине те пӗлейменскерсем, ҫынна ырӑ кӳрес тесе е хамӑра та пулин телей кӑтартас тесе, хамӑр хӑҫан та пулин пур пӗрех вилессине пӗлсе сехӗрленсе тӑнинчен урӑх нимӗнле пысӑк ҫухату тума та пултараймастпӑр, мӗншӗн тесен кӗтнӗ телей пулма пултарайманнине пӗлетпӗр эпир; ҫавӑнпа та хамӑр ватӑ асаттесем пӗр пӑтрашуран тепӗр пӑтрашӑва кӗнӗ пекех, эпир те иккӗленӳрен иккӗленӗве нимӗн хавхаланусӑр кӗретпӗр, вӗсен пекех, шанчӑкӑмӑр та ҫук пирӗн, тата кашни чунах этемпе е ӑраскалпа кӗрешнӗ чухне тӗл пулакан хӑватлӑ туйӑмсем те тупни ҫук пирӗн… Ҫак сӑмахсене илтнӗ хыҫҫӑн эпӗ пуҫа хӑвӑрт ҫӗклерӗм. Мана тӗттӗм коморӑна тӗртсе кӗртне чух, ҫав хӑрах куҫсӑр пуҫӑнта пӗр пӗрчӗ те пулин ӑс пурччӗ-и? Вӑл чӳрече патӗнчи кӗтесре ларса, кивӗрех костюм тӑхӑннӑ ҫӳллӗ пӳллӗ ҫамрӑк ломбардец, организаци пуҫарса яракансенчен пӗри, мӗн каланине тимлӗн итленӗ. Бек-Агамалов тӑм кумкинчен икӗ утӑм чакса тӑчӗ, ун ҫине тӳп-тӳррӗн тӗлленӗ ҫивӗч куҫӗсемпе шӑтарасла тӑрӑнчӗ, вара, хӗҫне ҫӳлте-ҫӳлте йӑлтӑртаттарса илсе, сасартӑк, ӳкрӗ тейӗн, пӗтӗм кӗлеткипе малалла ӳпӗнчӗ те куҫа курӑнмалла мар хӑвӑртлӑхпа хӑрушшӑн хусканса, сулса ячӗ. Оленин, Марьяна пӗтӗмпех тирпейленсе ҫитессе кӗтмесӗрех, ун патне кайрӗ. Арӑму пур». Хӑй умӗнче мӗнле те пулин хӑрушлӑх тӑнӑ сехетсенче унӑн яланах ҫав хӑрушлӑх урлӑ май пур таран хӑвӑртрах утса каҫас, ӑна хыҫала тӑратса хӑварас, вара ун ҫине каялла ҫаврӑнса пӑхас мар туртӑм пулнӑ. Акӑ ӗнтӗ вӑл, вӑйсене тӗрӗслени ӑҫта пулать! Пӗр Негоро ҫеҫ Дингӑна курӑнасран асӑрханса ҫӳрерӗ, йытӑ ӑна пӗрремӗш самантранах — мӗншӗнни паллӑ мар — курайми пулчӗ. Темле вӑй ӑна вӗҫсӗр инҫетелле туртрӗ, ун хыҫҫӑн, юлмасӑр, шӑрӑх та, ывӑнтаракан юрӑ та пӗрлех пычӗҫ. Пачах та тепӗр япаларан тӗлӗнмелле: улпут вӗсене пуҫ таять, вӗсем ҫине кӑмӑллӑ пӑхать, вӗсем пур хӑранипе вара ниҫта кайса кӗме те пӗлмеҫҫӗ. Е сана, савниҫӗм, парӑнтарчӗ Ман хӑрушӑ ҫичӗ ют? — сӑмса витӗр кӑшкӑрса ячӗ сасартӑк Майданов — ман куҫӑмсем Зинаидӑннипе тӗл пулчӗҫ. Кӑнтӑрла иртсен часах ачасем, пӗр ҫын килте ҫуккине кура, унӑн пӗчӗк киммине кивҫен илчӗҫ те тӳрех ҫула тухса кайрӗҫ. Эпӗ мужике ҫӑлма васкарӑм. Вӑл шухӑш акӑ мӗнре пулнӑ: вырсарникун ҫурри иртсен тин миссис Тэчер хӑйӗн Беккийӗ миссис Гарпер патӗнче ҫывӑрманнине пӗлме пултарать. Этем ҫӗнтерчӗ. Эпӗ вара уҫӑлса ҫӳреме пултараймастӑп-и? Ҫӑлӑнса тухсан ун пирки пӗлме тӑрӑшрӑр-и? — Пӑхӑр-ха, ку пӑшал — Англинче тунӑ япала вӗт! — тесе ячӗ майор. — Янко тинӗсрен те, ҫил-тӑвӑлран та, тӑманран та, ҫыран хӗрринчи хурахсенчен те хӑрамасть. Вилессе вӑл — кӗске, анчах питӗ те асаплӑ агони хыҫҫӑн вилнӗ… Ҫил хытӑрах вӗрнӗ чухне чиркӳ тӑрри сулланкаласа тӑнине те сисетӗп, манӑн урамсем малалла утма та чарӑнасшӑн: эп чӗркуҫҫисемпе упаленсе хӑпарма пуҫларӑм, унтан хырӑмпа ҫеҫ шӑва пуҫларӑм, куҫӑмсене хупрӑм та анӑрасах ӳкрӗм. Вӑл еннеллех партизансен ура йӗрӗсем те, кӑшт палӑрса, тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ. Эпӗ дворникрен те ыйтрӑм, кунта сирӗн камсем пурӑнаҫҫӗ, терӗм. А эсӗ… Ман вӗри питӗме ҫӗрлехи йывӑр нӳрӗк ҫапрӗ; тӑвӑл ҫывхарнӑ пек туйӑнчӗ; хура пӗлӗтсем пысӑкланса, хӑйсен кӳлеписене палӑрмаллах улӑштарса, тӳпе тӑрӑх шӑваҫҫӗ. Ответ тӗлӗнтерсех ячӗ ӑна. Илемлӗ казак, аҫа ҫапасшӗ… Вӑл ҫитес кӗске вӑхӑтрах эпӗ хам истори ҫинчен ӑна хӑйсен чӗлхипе каласа парасса шанса тӑнӑ. Унашкал юмахсене хӑвӑн асаннӳне каласа кӑтарт! Тӑлӑх тесе, никам та хӳтӗлемест тесе шутлатӑр пуль? Ун чӗринче ҫав хӗр сӑнӗ ҫеҫ тӑрать. Ҫав-ҫавах та, ватӑ шляхтичӑн таҫта, чунӗ тӗпӗнче, кӑштах пӑшӑрханасси те йӑшӑлтатса тӑнӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ, хӗрачана малтанхи урока илсе килсен, ҫав тери хӑпартланса-хавхаланса, нимрен ытла Макҫӑма астутарса, хӑйӗн хӗрне вӑл ҫапла каларӗ: — Акӑ мӗн, Веля… — терӗ вӑл, хӗрачана хулпуҫҫинчен тытса, унӑн пулас учителӗ ҫине пӑхкаласа. — Яланах ҫакна асра тыт: тӳпере турӑ пур, Римра — унӑн светуй «папежӗ». Эпӗ хам ҫавӑн пек. Паляныця сцена ҫине сиксе улӑхрӗ те, аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, хытӑ сасӑпа пӗлтерчӗ: — Чаплӑ хӑнасем, халех ташӑ пуҫлатпӑр. Анлӑ читокӑра чура сутуҫисем, патшана ун ҫывӑх ҫыннисем, хӑйсене тивӗҫекен пунша ӗҫме хатӗр тӑракан хавильдарсемпе салтаксем ҫеҫ юлчӗҫ. Кунта, шел, никама та тӗлӗнтермелли ҫук. Эппин, леш чудак йӑнӑшнӑ, ытлашши асӑрханса хӑтланнӑ. Эй, аманни!.. Ҫапла ҫав! * * * Яков Лукич ывӑлӗпе хӗрарӑмсене тул ҫутӑличченех вӑратрӗ. Тепӗр кунне, хам Людмила умӗнче айӑплӑ пулнине тӳрлетес тесе, эпӗ икӗ пуслӑх «ячменный сахар» текен конфет илтӗм, Людмила ҫавна юратнине эпӗ аванах пӗлӗттӗм. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, Бирюк пек хӑйӗн ӗҫне пысӑк ӑсталӑхпа туса пыракан ҫын ҫут тӗнчере те ҫук. — Кларет кӑҫал лайӑх, — терӗ Огарнов, янтарь тӗслӗ илемлӗ ҫырлаллӑ ҫунат евӗр кӑпӑшка сапаксен тӗмӗсем ҫине пуҫӗпе сулса кӑтартса. Вӑл килте-и? Учитель арҫын ачасенчен ыйтса пӗтерчӗ, пӑртак шухӑшлакаларӗ те хӗрачасенчен ыйтма пуҫларӗ. — Эмми Лоренс? — терӗ вӑл. Ҫырансем пачах ҫынсӑр, пушӑ пек туйӑнчӗҫ: Казонде ҫӗрӗн ку пайне туземецсем сайра килсе ҫӳреҫҫӗ пулас. Ҫуртасем ҫутрӗҫ. Маншӑн пӗр йывӑрлӑха ҫӗнтересси — арӑма ӳкӗте кӗртесси кӑна юлчӗ. Тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳрени хамӑр ачасемшӗн те ырлӑх парасси ҫинчен ӑнлантарса панӑ хыҫҫӑн эпӗ пурпӗрех арӑмран килӗшӳ илме пултартӑм. Чӑнах та ӗнтӗ, хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр: январӗн вунвиҫҫӗмӗшӗнче кӑна вӑл чиперех каштансем ӑшаласа ҫинӗ, килтисемпе пакӑлтатнӑ, кулнӑ… Вӑл Романенко ҫак ҫитес кунсенчех Югославине, дипломатсенчен пӗри — Пӗрлешӳллӗ Штатсене тухса кайнине тата вӗсен унти анлӑ та курас-илтес тӗлӗшӗпе пуян пурнӑҫне ӑмсанмасть, вӑл Софья Ивановнӑн штукатурка тума ӗлкӗреймен маччаран шӑшисем хускатнипе каҫсерен тусан тӑкӑнакан ҫуртӗнчех пурӑнма юлӗ, ҫумӑр айӗн лекцисене ҫурӗ е хут пӗлменнисемшӗн фронта ҫырусем ҫырӗ. Вӗсем вырӑнне Алексей хӑй умӗнче, кӗмӗл тӗслӗ тӗтре ӑшӗнче, Камышинри хӗре курчӗ. Анчах фотографи ҫинчи, ешерекен улӑхри чечексем хушшинче ларакан Ольӑна мар, темле ҫӗнӗ, халиччен палламан, ывӑннӑ, хӗвелте пиҫнипе пит ҫӑмартисем улаланнӑ, тутисем таткаланса кайнӑ, тарланипе витӗрех тӑвар ҫапнӑ гимнастерка тӑхӑннӑ, аллине кӗреҫе тытнӑ, таҫта лере, Сталинград ҫывӑхӗнчи ҫеҫен хирсенче ӗҫлекен Ольӑна курчӗ вӑл. Ҫӗне шухӑшсем те ҫӗнӗ ҫынсемччӗ ман умра. — Вӑл сумкӑна йӑтса килчӗ. Ку япала икӗ уйӑх хушши ҫапла пулчӗ. Сасартӑк ҫывӑхри рощаран такамӑн ҫинҫе те чӗтрекен, чуна тивекен сасси эпир лайӑх пӗлекен юрра юрласа ячӗ: Вунпилӗк ҫын виле арчи ҫине. Андрей чухласа илчӗ: танксем ҫывӑхрах иккен. Вӑл ҫӗр ҫумнелле лӑпчӑннӑ, уйӑх ҫутинчи сивӗ сывлӑшра тӗлӗнмелле йӑлтӑртатнӑ. Ҫӑварне сарлакан уҫса пӑрахса, вӑл пуҫне ҫӳлелле ҫӗклерӗ, аллине малалла тӑсрӗ. «Кирек мӗн тӑвӑр эппин», терӗ городничий, сӑмсипе табак ҫӑтса: «Эпӗ хам канаш пама хӑяймастӑп та, анчах ирӗк парӑр калама: акӑ халь эсир хирӗҫсе пурӑнатӑр, килӗштерсен вара…» Пирӗн пата каялла кӗрсен, Софья Ивановна пӗрре аппӑшӗн ывӑлӗ ҫине, тепре аппӑшӗн хӗрӗ ҫине, унтан ман ҫине темиҫе хут пӑхса илчӗ те, хӑй ӑшӗнче тем каланӑн, ҫӑварне икӗ хутчен уҫса ассӑн сывларӗ. — Илтмен, — терӗ ӑна Талькав. — Ытларах актарӑпӑр. Унтан кӗсйисенчен тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр кӑларма пикенчӗ, — улӑштарма сӗнет. Географ калаҫӑвӗ ҫак ответпа вӗҫленчӗ. Эпӗ кӗрсен, Варенька ман ҫине ытахальтен кӑна пӑхрӗ те, эпӗ ӑна тавлашу питӗ интереслентернине, хӑй мӗн каланине эпӗ илтни е илтмесӗр юлни уншӑн пурпӗрех пулнине тӗшмӗртсе илтӗм. Анчах халь эсир мӗнле-ши? Хӑрушӑ пулин те, эпир пирӗн суранланнӑ ҫынсем йынӑшнине илтес мар тесе, апата карташӗнчех пӗҫерме шутларӑмӑр. Пӗлетӗп эпӗ, унти вырӑнсене питӗ салхуллӑ, унта нимӗн те ӳсмест, тискерлӗх, чирлӗ вырӑн теҫҫӗ. Анчах географшӑн пулсан пурте кирлӗ. Шлюпка карап хӳрине ҫитрӗ. Пӳлӗмри шӑплӑхра стакан Макар шӑлӗсене тивсе епле чӑнкӑртатни илтӗнсе тӑрать. Гро-Ален виҫӗ ҫулта. Ҫапла вара, санӑн выльӑхусенчен аллӑ проценчӗ уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакан хресченсен аллине куҫсан, плана епле пурнӑҫа кӗртме шухӑшлатӑн-ха эсӗ? Ҫав хушӑрах спичкӑсем ҫутӑлса илеҫҫӗ, ҫунакан пируссен хӗрлӗ ҫуттисем ялкӑшса шухӑша кайнӑ ҫынсене, вӗсен хӗснӗ е чарса пӑрахнӑ куҫӗсене ҫутатаҫҫӗ. Кайӑрах, рулеткӑлла выльӑр. Пӑрахма вӑхӑт». Вӑл пуҫне тайрӗ те кӑштах хӗрелсе кайрӗ. Хӑваласа пыраканӗн мӗнле вӑй пуррине никам та пӗлмен. «Тискер ашак — аҫи» тенӗ сӑмахсем чӑннипе мӗне пӗлтернине пӗр мустангер ҫеҫ ӑнланма пултарнӑ. «Хаваслансах тытатӑп», — тет вӑл. Пуҫларӗ ман пичче пуплеме: мӗн тӑвӑпӑр эпир, халь ҫакӑнта хӗртсурт килсе тухсан? — тет. Ялан обществӑра хӑй пек ушкӑнра шавласа пурӑнма хӑнӑхнӑскер, вӑл ялта пӗччен чӑтса лараймасть. Килнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш куннех хӑй тахҫан ӗлӗк кӑштах палласа пӗлнӗ Троекуров патне хӑнана пырса кӗрет. Кӗтмен ҫӗртен сиксе ларнӑ пулсан та, вӑл ҫапах ҫӗҫӗ туртса кӑларса пӗтӗм вӑйран йытта кӑкӑрӗнчен чикрӗ. Ҫак вӑхӑтра Геркулес ун патне кӑшкӑрса чупса пычӗ: — Ах, ҫӗлен! Андрей ҫул тӑршшӗпех шарламасӑр пычӗ, Ярцевӗ вара, унпа юнашар утнӑ май, темшӗн-ҫке, пӗрмаях хӑйӗн ҫемйи ҫинчен калаҫса пычӗ. Эпӗ сире айӑпламастӑп, господасем, эпӗ хам ҫапла ҫӗре персе антӑм. — Илтнӗччӗ-ха эп, сирӗннисем юнпа алӑ пусаҫҫӗ тенине; чим-ха, кӗсьерен пӑта кӑларам!» Ҫак самантра вӑл аллине хыҫалалла ячӗ те — шуйттана хӳринчен ҫавӑрчӗ тытрӗ. Халиччен аванах калаҫакан Каи-Куму ҫак сӑмахсене каласан ҫилӗпе кӑвакарсах кайрӗ, вара вӑл пӑлханнипе хыттӑн калаҫма пуҫларӗ. Ӑҫта-ши вӑл? — Ҫак шыв ӑшӗнче ирӗлнӗ тимӗр нумай. Каҫхи шӑплӑхра тинкерсе итлекен хӑлха кашни кӑштӑртатнӑ сасса вунӑ хут ытларах ӳстерме пултарать, ҫавӑн пекех, ҫакӑнта выртакана та пӗрмаях чирӗ ҫинчен шутланине суранӗ тата ытларах ыратнӑн туйӑнать. Ҫак туйӑм чи ҫирӗп кӑмӑллӑ, ҫапӑҫура вилӗм куҫӗнчен хӑюллӑн пӑхнӑ ҫынсене те шиклентерет, профессор сасси мӗнлерех илтӗннине тавҫӑрса илтерет, Василий Васильевич хӑйсен чирӗ пирки мӗн шухӑшланине сӑнтан пӑхсах чухласа илтерет. — Вӑл ята та нихҫан та илтмен. — Хӑш туса-и? — терӗ Луиза, ун сӑмахне илтсен тӗлӗнсе кайнӑскер. — Ҫитетпӗр вӗт? — тенӗ вӑл Микитене. Кӗнекесенче вуланӑ геройсем пекех хӑюллӑрах, ҫирӗпрех пулас терӗ; хӑйне тытсан, ҫӗрле ҫавӑтса кайнӑ чух, паровой арман тӗлӗнче ертсе пыраканнисенчен пӗри: «мӗн ҫавӑтса ҫӳремелли пур ӑна, пане хорунжи? — Эпӗ, лапӑртанса пӗтнӗскер, алӑсене яшка ҫӑвӗпе, кирпӗч ҫӑнӑхӗпе вараланӑскер, аялалла вӗҫтертӗм, алӑка уҫрӑм, — пӗр аллипе хунар, тепринпе кадила тытнӑ ҫамрӑк манах хуллен мӑкӑртатса илчӗ:— Ҫаплах ҫывратӑр-и? — Господин комендант, хӑвӑрах куратӑр вӗт-ха! — тархаслама тытӑнчӗ Ерофей Кузьмич. Ним тума та пулман: Марья Ивановна каретӑна ларнӑ та патша ҫуртне кайнӑ, Анна Власьевна ӑна канашсем парса пиллесе янӑ. Мана эпӗ Мария Деренковӑна юратнӑ пек туйӑнатчӗ. Тинӗс ҫийӗн темле ахаль ҫеҫ куҫа курӑнакан япала шуса иртнӗн туйӑнать. — Эсӗ куратӑн пулас, Аксель, — терӗ вӑл, — Ҫӗр варри пирки геологсем хушшинче темиҫе тӗрлӗ гипотеза та пур; шалта вӗри тӑнине тӗплӗн кӑтартса пани питех те сахал вара; ман шухӑшпа, шалта Ҫӗр варринче ытлашши вӗри ҫук, вӑл пулма та тивӗҫ мар, тепӗр тесен, эпир санпа иксӗмӗр ҫакна хамӑрах курӑпӑр, вара Арне Сакнуссем пек, ҫак ыйту пирки мӗнле шухӑшлама кирлине те пӗлӗпӗр. Рессорсӑр фургона ырӑ та ҫемҫе тесе каламашкӑн йывӑр. Ҫӗр ҫинчен чуптарса иртетӗп. Чарӑнатӑп. Анчах ачан тӗтреллӗ, таврарине курса пуянланман пуҫ мимишӗн ку питех те йывӑр. Николай вӑр-вар ҫаврӑнкалама путарайманни, вӑл кирек епле ӗҫе тума тӑрсан та кулӑшла пулса тухни, кулленхи ӗҫ йӗркисенчен аякра тӑни, унӑн ҫутӑ куҫӗнче темле ӑслӑ, ачалла япала пурри амӑшӗн чӗринех пырса тиврӗ. — Морис Дени мана ҫапла каларӗ: «Спектакле эпӗ хамӑн этюдникӗме илсе пыратӑп. — Тӗрӗс! — терӗ Егор Иванович. — Эсир ӗненетӗр-и? — Акӑ ҫакна шӑршламастӑн-и! Ҫак сӑмахсем Говэнӑн чӗрине ытла та хурлантараҫҫӗ. Ӑҫта вырнаҫтарас ман ҫав сыснасене?.. — Мӗн пит вӗриленсе кайрӑр эсир, Евпсихий Африканович? — Пирӗн пата нумайлӑха килекене — ҫитеретпӗр, сехетлӗхе, хӑнана ҫеҫ килекене — ҫитерместпӗр, пуҫ тайса кӑна ӑсататпӑр. Вӗсем ҫав-ҫавах, шӑппӑн ӳсӗркелесе, ассӑн сывла-сывла илсе, пуҫ тайнӑ, сӑхсӑхнӑ, духовенство тавра тачӑ хӳме пек карталанса, пысӑк хура чулсем пек ҫирӗппӗн тӑнӑ. Механик, хӗрлӗ ӳтлӗ арҫын ача, ҫунатлӑ кимме тӳпене ишевлӗ хусканупа ҫӗклерӗ. — Киле кай, Ниловна! — Эппин ҫапла та пултӑр, анчах сана мӗн усси пур ҫапла туса, — терӗм эпӗ, вӑхӑта кӑштах тӑсма тӑрӑшса мӗн те пулин калас тесе. Ку хайхи Ӑмӑрткайӑк иккен. Комитетра ун ҫырӑвӗнчен кӑшт тӗлӗннӗ, анчах никам та хирӗҫ каламан. Джеммӑна партире шанчӑклӑ ҫын тесе шутланӑ, ҫавӑнпа та комитет членӗсем: синьора Болла кӗтмен утӑм тӑвать пулсан, унӑн тивӗҫлӗ сӑлтавсем пур, тенӗ. Роялӗн пӑхӑр кустӑрмисем хуллен чӑнкӑртатрӗҫ, урай хӑмисем чӗриклетрӗҫ, параппан хыттӑн панлатрӗ; ҫак йывӑр урапана кӳлӗннӗ ҫынсем, чарӑнса, кӗлеткисене тӳрлетсе тӑчӗҫ. Хӗр ҫиле тӳртӗн ҫаврӑнкаласа тӑркаличчен пӗтӗмпех-пӗтӗмпех, ҫаппа-ҫарамас чухнехи пек, тумӗ айӗнчи мӗнӗпех, курса юлать вара патша ӑна самантлӑха, ҫӳллӗ те йӑрӑсскере, вунвиҫ ҫулхи чи вӑйлӑ ешерекенскере; курать унӑн пӗчӗк чӑп-чӑмӑр та ҫирӗп кӑкӑрӗсемпе ҫитса тӗрлӗ еннелле пайӑркӑн-пайӑркӑн карӑнтарнӑ ӗмкӗч пуҫӗн хӑпарӑнчӑкӗсене, хӗрупраҫла ҫавра хырӑмне, чашӑк евӗрскере, урисене аялтан пуҫласа ҫӳле ҫити уйӑрнӑ тарӑн йӗре, лере, купарча мӑкӑрӑлчӑкӗсем патнелле, икке пайланса каяканскере. Апла хӑтланма кирлӗ те мар. * * * Ун умӗнче кӑштах тайкаланкаласа, чылаях самӑрскер, хулӑн ураллӑ, аван тумланнӑ кӗлетке пырать; кам кӗлетки пулма пултарать-ха ку? — Пупӗ пурӑнать-и? — ыйтрӗ Тихон. Тӑваттӑмӗш хутӗнче вӑл хӑйӗнне тунӑ-тунах. Гленарвана итлекенсем, ҫак сӑмахсене илтсе асаплӑ хуйха ӳкмесӗр юлма пултараймарӗҫ. Эпӗ ун патне калле ҫаврӑнса пынӑ ҫӗре Николай Антоныч тухса кайнӑччӗ. Ун ҫумӗнчен казак лаши утланнӑ Варламов иртрӗ, таҫтан тата хӑйӗн хир кӑрккине йӑтнӑ телейлӗ Константин килсе тухрӗ. Эпир ӗлӗкхи туссем пек тӗл пултӑмӑр. — Ку сӑмах нимне те пӗлтермест. Чакӑр тӳпере каллех хӗвел курӑнса кайрӗ, таврана сивӗ шуркам ҫутӑпа ҫутатрӗ. Оперов мана нимӗн те каламарӗ, ҫавӑн хыҫҫӑнхи лекцисенче вара мана хӑй малтан сывлӑх сунма пӑрахрӗ, аллине хӑма таткилле тӑсса пами пулчӗ, калаҫмарӗ, эпӗ хам вырӑна ларнӑ вӑхӑтра вӑл, пуҫне пӑрса хурса тата кӗҫ-вӗҫ тетрачӗ ҫумне перӗнес пек пӗксе, ун ҫине тинкерсе пӑханҫи турӗ. Эпӗ хурланса макӑрса ятӑм та, ӑна хыттӑн кӑшкӑрса ятпа чӗнетӗп… Унтан, мана итлесе пӗтерсен, пӳрнисемпе сӗтел ҫине тӑкӑртаттарса, этем вӑл пур ҫӗрте те этемех пулни ҫинчен, пурӑнӑҫра йышӑннӑ вырӑна улӑштарма кирлӗ марри ҫинчен, ҫынсене юратас кӑмӑла ӳстерсе пыма тӑрӑшмалли ҫинчен калама тытӑнчӗ. Мӗн вара ку, турӑҫӑм! Пӑрлак ҫӗре сухаласа пӑрахмалла, влаҫӗ мӗн шухӑшласа тӑнӑ-ши? — Э, тӑванӑм, сӑмах-юмахран хӑраса тӑрсан… анчах эпӗ ҫине тӑрсах ирӗксӗрлеместӗп. Вӑл темиҫе хут лаши ҫине пӑхкаланӑ, ун ҫурӑмӗ ҫаралса кайнине, ҫуна ҫиттипе кутлӑхӗ юр ҫинче выртнине вӑл курнӑ; тӑрса лашине витмеллеччӗ, анчах унан пӗр минут та Микитене пӑрахса хӑварас килмен, тата хӑй хӗпӗртенине те сирсе ярас килмен. Ку ӗҫ ман урлӑ, ҫак ҫуртран тухнине пӗлсен, — ҫук, ҫук! — Такам шуйттанӗ пӗлет, темскер вӑл! Губисполком председателӗ пулемёт ларакан ҫӳллӗрех вырӑна хӑпарса тӑчӗ те, аллисене ҫӗклесе, сӑмах калама тытӑнчӗ: — Юлташсем, эпир сире кунта пысӑк тата ответлӑ ӗҫ тума пухрӑмӑр. Дымок тахҫантанпах ун ҫине ҫав тери хытӑ тарӑхса ҫӳрет, ҫавӑнпа та халь акӑ, тавӑрма майлӑ вӑхӑт ҫитрӗ тесе, унпа татӑлас тесе, сцена ҫине улӑхса тӑчӗ… Нансен Амундсен ҫинчен». — Нюркӑна виртлесе илчӗ Женя. Пӗрре, каҫхине, атте диван ҫинче «Придворный календарӗн» листисене уҫкаласа ларма, анчах кӗнеки ӑна яланхи пек илӗртмен. Эпӗ ӑна кӑтартрӑм. Эпир полици агенчӗсен йышне икӗ хут ӳстернӗ чухне анархистсем тӑватӑ хут нумайланаҫҫӗ. — Анчах эпӗ мӗнпе айӑплӑ-ха унта? — терӗ вӑл аран-аран. Хӑйӗн салтакӗсемпе пӗрле ҫар штабне илсе пынӑ Рудольф Митман обер-лейтенант нимӗҫсем ҫӗнӗрен килсе ҫапма хатӗрленни ҫинчен паха сведенисем панӑ. — Пурпӗрех, Айртон, — терӗ Гленарван. Укҫа чул сӑрт айӗнче, уншӑн эпӗ укҫа хурсах тавлашатӑп. Пуринчен те ытла ҫул ҫӳресе курнӑ пассажирсем ку япала тӑвӑл пуласса систернине пӗлчӗҫ. Вӑл вӗҫӗмсӗрех асаплантарать, вилсен вара нимӗнле асаплӑх та ҫук. — Ак пирӗн архитектура, пӑхӑр! — Том, эсӗ-и ку? Ӑҫта ҫӳретӗн-ха эсӗ, мур ачи? — тет вӑл. Эпӗ хӑратӑп — эсӗ ӑс-пуҫна ҫухататӑн пулмалла, е эсӗ ӑна Луизианӑрах ҫухатса хӑварнӑ пулӗ, тен! Давыдов урапа ҫинчен анчӗ те нумайччен ним чӗнмесӗр утса пычӗ. Мӗнле бричкӑ та, мӗнле кӳме ҫук-ши унта? Унтан вара старик, тем хӑрушӑ япала сиссе, хӑйӗн яланхи тӑшманне ӑҫта та пулин курасса шанса, кил картине куҫпа пӑхса ҫаврӑннӑ, анчах — кӑлӑхах: Трофим ниҫта та курӑнман. Анчах кунта пулнисем пурте таҫта ҫухалнӑ. Эппин — Илья пирки? — Кунтискерех, — ӳркенсе хурав турӗ Квакин. Кольхаун хӑйне алӑпа кӑтартса, чарӑнса тӑма кирлине ӑнлантарсан, вӑл ыйтнӑ:— Мӗн пулнӑ, Кассий? Гасиенда ҫывӑхӗнче ӗҫленӗ чурасем курӑк ҫине вырнаҫса ларнӑ та хаваслӑн апатланма пуҫланӑ. «Тухрӑм шурӑмпуҫпеле…» — Ҫапла ҫав, ытла та илемлӗ. Елена мантилйипе шлепкине ун ҫине ӳкерчӗ. Хӗҫпӑшал таврашне вӗсем кӳрсе парӗҫ-ха, вӑл йӳнӗ тӑракан япала, анчах вӗсем хӑйсем те пирӗн ҫӗр ҫинчех юлсан? Ҫавӑнпа пӗрлех вӑл, хӑйӗн тенкелӗ ҫинчен кӑштах пӗшкӗнсе, темӗнле сывмарла тимлӗн ачан питӗнчен пӑхса сӑнать. Хӑйпе хӑй калаҫнӑ майӑнах вӑл сак ҫинчен темле ҫӗтӗк тумтире шутарса илчӗ те, — ахӑртнех, хӑйӗн вырӑнӗ пулчӗ пуль вӑл, — кӑмака ҫывӑхӗнчи пӑтаран икӗ тӑлӑп вӗҫертрӗ, вара Егорушка валли вырӑн сарма тытӑнчӗ. Ну, ан ҫиллен, ан ҫиллен… — Уншӑн эрех черкки ҫӗкленипе, — куҫ кӗрет тӑрӑхласа хушрӗ пӗри. Чи малтан шӑрчӑк пек тӑватӑ ҫунатлӑ, йӑлтӑркка ылтӑн тӗслӗ ансӑр сигара вирхӗнсе ҫитрӗ, чӑнкӑн вӗҫсе ҫаврӑнчӗ те карап ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать. Аяккарахра кӑштӑртатни илтӗнчӗ; Ҫӗнӗрен каллех йывӑҫсем тӗл пулма пуҫларӗҫ. Ак халӗ эп мӗнле ҫӳренине хӑвах куратӑн. Вӑл ӗнтӗ ӑна аллипе ярса илсе туртса кӑларасшӑнччӗ, анчах арча ҫӗр тӗпнелле путать те путать, путнӑҫем путсах пырать; хӑй хыҫӗнче тата ахӑлтатнӑ сасӑ илтӗнет, ҫӗлен чашкӑрнӑ пек. Савӑн! Василий Иванович арӑмӗ ҫине икӗ аллипех сулкалама пуҫларӗ — вара вӑл, йӗрес мар тесе, тутисене ҫыртса тухса кайрӗ. Санин ӑна хавасланса тӑма памарӗ, ҫырӑвне тыттарчӗ, кама тата мӗнле памаллине ӑнлантарса пачӗ… Лурийӗн пит-куҫӗ лӑпкӑччӗ, нимӗнпе те каскаланманччӗ вӑл, питҫӑмарти ҫинче ҫеҫ пӗр йӗр пурччӗ, вӑл ӗнтӗ аннӑ чух ҫӗре ҫитсен парашючӗпе темле майпа шӑйӑрттарнӑ пулмалла. Хӗрлӗ-кӑвак ҫиҫӗм тӳпене пин-пин ҫӗртен ҫурса, лапама вутлӑ алапа карса илчӗ. — Чӑнах та, ку куҫса ҫӳрекен цирк, — терӗ вӑл пӑшӑлтатса. Дегтярев хӗрсе кайрӗ: — Ҫук ӗнтӗ! Кашни хӗрлӗармеецпа калаҫать, кашниншӗнех унӑн ырӑ сӑмах тупӑнать. Тӑлӑх арӑмпа Тэчер судья мана аттерен туртса илсе хӑйсенчен хӑшӗ те пулин пӑхаканӗ пулатпӑр тесе суда панӑ; анчах пирӗн судья, нумай пулмасть килнӗскер, атте мӗнле ҫын иккенне пӗлмен. Кирлӗ-кирлӗ мар чухне судӑн ҫемье ӗҫне хутшӑнма юрамасть, ашшӗ-амӑшӗсемпе ачисене уйӑрма кирлӗ мар, тата ачана ашшӗнчен уйӑрма кӑмӑл ҫук ман тенӗ. Вӑл пире вилес пекех йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Ҫав шӑтӑксене малтан пус пек алтса анса кайнӑ, унтан айккинелле кӑмака пек чавса тӗттӗм ҫӗр хӑвӑлӗсем тунӑ. — Пӑхӑр-ха, атьсемӗр, мӗн чухлӗ халӑх килет! Ҫавӑнтан вара университет хӗрӗх иккӗмӗш палатӑра пулса иртекен ӗҫсем ҫинчен иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш кунӗнчех пӗлнӗ те, вӗсем пирки хӑвӑртрах сӳтсе явма пултарнӑ. Лось сасартӑк калаҫма чарӑнчӗ те ӑсатакансене тӗлӗнтермеллерех тӗмсӗлӳпе пӑхса ҫаврӑнчӗ, — пурте ӑна аптӑравпа тата хӑравпа итлеҫҫӗ. Шухӑшласа кӑларни пӗтӗмпе те ҫак кӑна: ҫынсем Ҫӗр тавра чи малтан тип ҫӗр тӑрӑх мар, шывпа ишсе ҫаврӑнса килнӗ, ҫӳресси те ҫав юмахри ҫулҫӳревҫӗнни пек ҫӑмӑл пулман, йывӑр пулнӑ. Пӑхатӑп та, салонра алли-урине ҫыхнӑ ҫын выртать, ун ҫывӑхӗнче тата икӗ ҫын тӑрать; вӗсенчен пӗри тӗксӗммӗн ҫунакан хунар тытнӑ, тепри аллинчи пистолечӗпе урайӗнче выртакан ҫынна тӗллесе тӑрать. Тек сире кураймӑп тесе шутласаттӑм. Усалпа ан асӑнӑр. Ҫакна эпӗ темиҫе эрнеренех, Блефуску императорӗ патне хам ӑна хисепленине каласа пӗлтерме кайсанах, пӗлсе ҫитрӗм. «Ку нимӗнех те мар-ха», тесе шухӑшларӑм хам ӑшӑмра, — эпӗ хӑвӑртрах кайнӑ е Ганспа пичче чарӑнса тӑнӑ пулмалла. Ун ӗнси ҫинче ултӑ ача, пурте вӗт-шакӑр, чӗлхи вара чарӑна та пӗлмест. Эсӗ, Федя, пӗлместӗн те-и, тен, унта шыва путса вилнӗ ҫынна пытарнӑ. Вӑл тахҫанах, пӗве тарӑн чухнех путса вилнӗ. Ӑна пытарнӑ вырӑн халь те паллӑ, пӗр мӑкӑр кӑшт палӑрса выртать. Луиза Пойндекстер, пит илемлӗ пулнӑ тесессӗн, ку ун таврашӗнчи обществӑн пӗтӗм шухӑшне тепӗр хут каласа пани ҫеҫ пулӗччӗ. Кашкӑр вилепе те тӑранса пурӑнать, — терӗ Гинка. Хӑй калаҫнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӑл сӑмахӗсем вырӑнсӑр иккенне лайӑх ӑнланнӑ. Вӑл ыйха кайнӑпа пӗрех. — Эпӗ хам выляса илессине пӗлетӗп. Пӗтӗм труппӑра темиҫе клоун, арлекинсем тата акробатсем, кӑшӑлсем витӗр сикекен, ахӑлтатса кулакан пӗр курпун тата пичӗпе тутисене хӗретнӗ Коломбина пулчӗҫ. Малтан вӑл: ӑш вӑркани майӗпе иртӗ, хӑйӗн савӑк кӑмӑлӗ йывӑр шухӑшсене пусарма пулӑшӗ тесе шутланӑ. Хӑш чухне ҫакӑ вӑл мирлӗ иртет, хӑш чухне вара харкашкаласа та илетпӗр. Ӑна хӗрарӑм ун патне ыткӑнма хатӗрленнӗ ҫӗртен чарӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ. — Мӗнлерех айванлӑхсем, киле-киле сӗкӗнеҫҫӗ ҫапах та! — пӑшӑлтатрӗ вӑл кӳренӗҫлӗн. Вӗсем йывӑҫ хӗҫӗсене йӗннисенчен туртса кӑларчӗҫ, ытти хӗҫпӑшалне ҫӗре пӑрахрӗҫ, ура ҫумне ура пусса ҫапӑҫу пуҫламалли позицие тӑчӗҫ, вара искусствӑн пур правилисене те асӑрхаса: икӗ хутчен ҫӳлелле те икӗ хутчен аялалла кастарса, хыттӑнах тӑрӑшса ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Ун патне ишсе пытӑмӑр, ҫӳлти хутри кантӑкӗ витӗр шала кӗтӗмӗр. Ҫӗнӗ экипажпа ҫак юлашки ӗҫе тума ҫӑмӑлах пулмарӗ. Ҫапах та хӑйне никам та хӑваласа кӑларман пирки, Анна Сергеевна ӑна мӑнаппӑшӗпе те, йӑмӑкӗпе те паллаштарнине пула, вӑл часах лӑпланса ҫитрӗ те аванах янтрама пуҫларӗ. — Каҫар мана, чӗппӗм, каҫар мана! — терӗ Бойчо ӑна аллинчен чуп туса. Хӑш-пӗр сӑмахӗсене вӑл хӑех шухӑшласа ҫырнӑ иккен, хӑш-пӗрисене вӑрӑсемпе тинӗс хурахӗсем ҫинчен калакан кӗнекесенчен илнӗ — йӗркеллӗ шайкӑсен пурин те унашкал тупа пур иккен. Ҫуллахи ҫутӑ хӗвел ҫав тери чипер Генуйӑна, ылтӑн кӗркунне — ӗлӗк-авалхи Рима килӗшнӗ пекех, ачаш та ҫемҫе кунсемлӗ ҫуркунне Венецие килӗшет. Ик километра ҫити тӑсӑлса ҫав ушкӑн башньӑран пуҫласа Бяла шыв хӗррине те ҫитрӗ. Мӗнпур сӑмахӗ те ҫав кӑна! — Эпӗ сире патӑм-ҫке, — кресло урлашки ҫинчи юр пек шурӑ батист тутӑр ҫине кӑтартрӗ Гаша. — Ҫук, эп хам ӑна каласа патӑм… — Ут! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ отделённӑй. Строительствӑра ӗҫлекенсем час-часах формальнӑй рамкӑран тухса каяҫҫӗ. Вӑл кӗтессе лӑпчӑнса тӑнӑ, хӑй ҫине нумай кӗпесем тӑхӑнса тултарнипе пӑшталанса ларнӑ, ниҫта ҫаврӑнкалайми пулнӑ, кӗпе аркисене аран-аран турткаласа тӳрлетет. — Сан шухӑшпа кам-ха эпӗ апла? К-комбатран пӗр утӑм та юлмастӑп! — терӗм. — Пур, — терӗ пӗр ҫын, — эпир Эб Тернерпа иксӗмӗр пулӑшрӑмӑр. Сакнуссем пӗр-пӗр тӗлӗнмелле япалана ҫак шифрпа пытарса хӑварнӑ тесе шухӑшлама ҫук-и мӗн вара? Твороженковсем! — кӑшкӑрать урмӑшнӑ сасӑ. — Юрӗ эппин, — терӗ Симурден. Иккӗмӗш рота та выртнӑ, Пест та вара, выртнӑ чух, аллине темӗнле йӗплӗ япала тирӗнтерсе ыраттарнӑ. Хӗр ҫак сӑмахсене илтсе мар, чӗрипе туйса илчӗ пулас, мӗншӗн тесен ҫав сӑмахсем амӑшӗн ҫӑварӗнчен хуллен тухрӗҫ. Алексей каннӑ вӑхӑтсенче кинжалпа ҫамрӑк хыр хуппине вистесе кышланӑ, ҫӑка хупписене тата ҫемҫе симӗс мӑка татса илсе чӑмланӑ. Мӑкне вӑл, юр айӗнчен чакаласа кӑларса, каҫхине каннӑ чух вӗри шывпа ислетсе ҫинӗ. — Кунта темле вӑрттӑнлӑх пур, — пӑшӑлтатрӗ Халл капитан, ун куҫӗнчен ҫак кӗске сценӑн пӗр пайӗ те сиксе юлмарӗ. Эпӗ аякра тӑван ҫӗршывра пӑрахса хӑварнӑ хаклӑ килйыша нихҫан та манаймарӑм. Администраци парӑнасшӑн пулман, вара ӗҫ коллективӑн бюровне ҫитнӗ. Ман хыҫҫӑн тӑватӑ казак вӗҫтерсе пыратчӗҫ; хыҫӑмра гяурсем кӑшкӑрашнине те илте пуҫларӑм эпӗ, хам умрах тата ҫӑра кӑна сӗм вӑрман сарӑлса ларать. — Мӗнрен? Сулахай аллине хӑй шӑхлич тытнӑ, шӑхӑртать ҫеҫ унпа, сылтӑммипе артиста ӗнсерен тӳнккет — хам куртӑм… Ку вӑл — тӗлӗнмелле тата хӑрушӑ япала. Куратӑн-и, хӗрлӗ тӗс унта та — вӗри туйӑм тӗсӗ, унӑн символӗ пулса тӑрать. Лука тарӑхнипе сурчӗ те малалла кайрӗ. Батареец кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса ҫӗкленчӗ. Вӑл ҫамрӑк чухне тарҫӑра ӗҫленине халӗ эпӗ тавҫӑрса илме пуҫларӑм. йӑмӑкпа мана мӗнле кӑна тарӑхтармарӗ-ши вӑл! Ҫавсене вӑл пӗтӗмпех хӑй тарҫӑра ӗҫленӗ чух курнӑ ӗнтӗ. Анчах ӗҫ тухман! Хӗвел ерипен горизонт еннелле анса пычӗ. Ман енчен виҫҫӗн пулаҫҫӗ: анне, Давыдовпа Шалый. — А-кӑ вӑл… — тесе кулчӗ Любим савӑннипе. Мӗн тӑватӑр? Эсир сирӗн ҫӗнӗ фактсем пур тетӗр? Анчах, ҫук, ҫук… — ытарма ҫук лайӑх эсир, эпӗ хам сӑмаха тытатӑп. Ҫыран хӗрри питӗ чуллӑ, Гошена ҫитиччен урусене йӑлт шӑйӑрса пӗтеретӗн. Хӑнтӑр ҫурчӗсем ҫине, шывсикки йӑтӑнса ансан та, пӗр тумлам шыв та шала сӑрхӑнса кӗмен пулӗччӗ. Вӑл пуҫне ҫӗклемесӗрех, вӗсене чӗнмесӗр, хӑлхана хупласа лартмалла шӑхӑрать те лашисене:— Ну, туртӑр! — тесе мӑкӑртатса илет. Паровоз ҫилӗллӗн хашлатса, ҫута хӗлхем сирпӗте-сирпӗтӗ, тӑрӑнӑн сывлать, тӗттӗм сывлӑша шӑтарса кӗрет, рельса тӑрӑх тӗттӗм ҫӗр ӑшнелле чӑмать. — Ҫук, эс ниҫта та каймастӑн! — терӗ вӑл татса. Ыттисемшӗн вӗсен тертленмелле пулать. Елена ҫакна кӑнтӑрлахи апат ҫисе тухнӑ хыҫҫӑн курчӗ, кӑнтӑрла ҫитиччен кӑна эпӗ ӑна ун умӗнче вӑрҫса илнӗччӗ… Давыдов ерипен пукан ҫинчен ҫӗкленчӗ. Шутсӑр шӑрӑх та пӑчӑ пулсан та, ачасем, вутран юлташла пулӑшу ыйтнӑ пек, ун ҫумнерех тӗршӗнсе ларчӗҫ. Ҫук, пуҫ тайсах тав тӑватӑп, унашкал икерчӗ хӑвӑр ҫийӗр! Эпӗ сана самолетпа вӗҫсе килессе кӗтетӗп, унсӑрӑн кунтӑ вӗҫӗмрен йытӑсемпе ҫӳремелле пулать. — Лашасем тытса пурӑнакан ҫын мисс Пойндекстер ҫинчен шухӑшлама хӑять теме пулать-и вара? Пӑван каллех пуҫ тайрӗ те, пукана ун патнех шутарса лартрӗ. Марьянка, яланхи пекех, ҫийӗнчех калаймарӗ, куҫӗсене кӑна васкамасӑр казаксем ҫинелле ҫӗклерӗ. — Ырӑ сехет пултӑр эппин! Вара ларакансем пурте Грант капитанран хӑйӗн историйӗ ҫинчен каласа пама ыйтрӗҫ. Ҫакӑнпа пӗрлех вӗсем «Британи» ҫӗмӗрӗлнӗ хыҫҫӑн, ҫак пушӑ утрав ҫине тухса ӳкнӗ хӑйӗн икӗ матросӗн икӗ ҫулхи историйӗ ҫинчен те каласа пама ыйтрӗҫ. Хӗрача! Эпӗ ӗнтӗ ҫывӑрмастӑм, вутӑ сарайӗнчи ҫурӑксем витӗр ман вырӑн ҫинелле хӗвел ҫуттин пайӑркисем пырса кӗнисене пӑхса выртаттӑм, ҫав ҫутӑ пайӑркисем тӗлӗнче темле ылттӑн тӗслӗ тусан ташлать, — вӑл тусан пӗрчисем юмахри сӑмахсем пек тупӑнаҫҫӗ. — Акӑ мӗншӗн, — терӗ вӑл: — пӗр енчен эпир питех ывӑннӑ, пулас йывӑр ӗҫсенче пире ҫӗнӗ вӑйсем кирлӗ пулаҫҫӗ. Хӑвна ху хӳтӗле! Ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ, ҫав хурлӑхлӑ вӑхӑтсенче — пурнӑҫри ултавпа аскӑнлӑхӑн влаҫне чун шарламасӑр пӑхӑннӑ чухне — кӗтмен ҫӗртен кирек мӗнле суяна та хирӗҫ хӑюллӑн тӑрса, иртнӗ кунсене хаяррӑн питлекенскер, хальхи кунсен уҫӑмлӑ ӗлкине кӑтартса, ӑна юратма хистекенскер тата малашнехи пурнӑҫра ырлӑхпа телей пуласса шантараканскер, — ырӑ та хӗпӗртӳллӗ сасӑ! Эпӗ французла калаҫма пултаратӑп. Гленарван тусӗсен те шӑписем тулчӗҫ. — Эпӗ паян ӑҫта пулнине эсӗ пӗлместӗн вӗт, Ярмола? — терӗм эпӗ, вӑрманҫӑ мӗнлерех тӗлӗнессине малтанах курса тӑрса. Утнӑ чухне вӑл таҫта, инҫетри чиркӳре, малтан сакӑр сехет, унтан тӑххӑр ҫапнине илтрӗ. — Кунта эпӗ Италирен килтӗм, унта темиҫе уйӑх пурӑнтӑм. Анчах халӗ эпӗ ҫапла шутлатӑп: эсир этем йӑхне ӗмӗтсӗр ҫынсенчен тӑрать тесе ҫирӗплетнӗ пекех, эпӗ те ехусен йӑхӗ ӗмӗтсӗр чӗрчунсенчен тӑрать тесе шутлатӑп. Италири Генуя хулинче ҫуралнӑскер, Колумб ҫамрӑкранпах Португалире пурӑннӑ. Акӑ пӑхӑр, вӗсенчен пӗри сирӗнпе юнашарах сире пуҫҫапас пек ларать. Эпӗ ӑна колхозран кӑлармалла тӑватӑп-тӑватӑпах! Вула, — тесе ҫырать! Вӗсем пӳлӗмрен тухрӗҫ, — ункӑ евӗрлӗ лапам сарлака пусӑ ҫийӗн ҫакӑнса тӑрать. — Уйрӑлатпӑр, тӑванӑм! Сарайӑн ҫуталнӑ тӑваткал чӳречисене шӑплӑхра халӗ пин-пин ҫын сӑнать. Иккӗшӗ те нумайччен чӗнмерӗҫ. Ҫакна вӑл хӑй те пӗлмен. Шкап тӗлӗнче сарлака ҫамкаллӑ моряк портречӗ ҫакӑнса тӑрать, ҫӑварне хупнӑ вӑл, чакӑр куҫӗ йӑлкӑшса тӑнӑ пек курӑнать. Пӑртак эрех ӗҫмелӗх пулӑ тытать те кайран вара ӗҫсӗр сӗтӗрӗнсе ҫӳрет… Туршӑн та, эпир пурте ӗҫсӗр ҫапкаланса ҫӳретпӗр вӗт-ха. Пӗрех мар пулсан та, пирӗнтен нумайӑшӗ ӗҫлемесӗр пурӑнаҫҫӗ: пупсем тата ытти ҫавнашкал этемсем те. Акӑ вӗсем тӳрех уҫланкӑ патнелле пыраҫҫӗ. — Манӑн сан аҫуна миҫе хутчен вӗлерес килчӗ пуль. — Епле хӑйпӑтас? Ватӑлса ҫитнӗ Аким Бесхлебнов, — «чӑх хыпалакан» пулнӑскер, — тырӑ акнӑ ҫӗрте ӗҫлеме пулчӗ. Хайхи шоссе ҫине чупса тухатпӑр; пӑхатпӑр — пӗр сад-пахчи патӗнче виҫӗ лаша тӑрать, хӳме ҫумне кӑкарнӑ, йӗнерсемпех. Испанецӗ юланутлӑ ҫынсем пӗркенсе ҫӳрекен йышши утиялла пӗркеннӗ. Пичӗн икӗ енӗпе те унӑн муталанчӑк кӑвак сухал; сомбреро айӗнчен кӑтраланса тӑракӑн вӑрам тӑ кӑвак ҫӳҫӗ усӑнсӑ аннӑ, куҫӗсене вӑл симӗс куҫлӑхпа хупланӑ. «Эсӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ, терӗҫ мана, — тӑсрӗ вӑл малалла, питне-куҫне тӗксӗмлентерсе, — тупнӑ. Ҫапла калаҫнӑ хыҫҫӑн барон Трампе пӗтӗмӗшпех Лиденброк профессоршӑн мӗн кирлисене тума хатӗрри курӑнчӗ. — Мӗншӗн мала кайнӑ вара? Вара хӑй умӗнчи хӑрнӑ вӗтлӗх турачӗсене сирсе пӑхрӗ, халь-халь йытӑ вӗрсе ярасса кӗтсе тӑчӗ — ҫав выльӑхсем ун кун-ҫулӗнче нумай-нумай хур кӑтартӗҫ ӗнтӗ, — ак халӗ те йытӑсен тӑсмака сӑмсисене курас пур, вӑл выртакан шӑтӑка чарӑнса пӑхӗҫ. Сӑмах вӗҫӗсене вӗсем темле, ҫав сӑмахсем ҫине тарӑхнӑ пек, кӑшкӑрса калаҫҫӗ, анчах вӑл сӑмахсенчен ӑҫта тарса хӑтӑлӑн-ха? Ҫавӑнтан пуҫларӗ те Воропаев. Хӗвел тӗттӗмленме тытӑннӑ, патша ҫывӑхӗнчи Хипе Хо астрономсем ун ҫинчен халӑха та, императора та пӗлтермен. — Вӗсене эпӗ пулӑшсан вара? — ыйтрӗ Устин темле ӑнланмалла мар кулкаласа. Мамычиха карчӑк ӗнтӗ, ҫапса ҫӗмӗрнӗ чӳлмекӗшӗн кулянса, йӗрмӗшме тытӑннӑччӗ кӑна, мучи хырӑмне кӗпипе витрӗ те тӑрса ларчӗ. Сӑвӑс, самантрах Томран тарса, экватор урлӑ каҫса кайрӗ. Эп хӑтаратӑп ӑна. Аялта, айлӑмра, пӑлхавҫӑсен пӑтрашнӑ ушкӑнӗсем, хӗрарӑмсем, ачасем хӑраса ӳкнипе ҫӑлӑнӑҫ шыраса ту хушшинелле тараҫҫӗ. Ҫапла-и, э? — Пултараймастӑп-с. Служба тивӗҫӗ… Тиркӗчпе. Пушӑлӑхра, сывлӑш ҫук ҫӗрте эсир мӗнле тытӑнса тӑнине курӑпӑр-ха акӑ; халӗ ӗнтӗ, шӑллӑм, Николай Петрович, тархасшӑн шӑнкӑртаттар-ха, ман хамӑн какаона ӗҫме вӑхӑт. Ку ырра маррине эпӗ хамах чухлатӑп, кунтан та япӑхрах паллӑ ҫук та пулӗ, ҫавӑнпа тата ытларах хӑрарӑм, чун тухманни кӑна. Калӑр мана, хаклӑ Зеб, — тесе ыйтрӗ Луиза, сунарҫӑ патнерех пырса, — ҫав хӗрарӑм — мексиканка… унта пулнӑ хӗрарӑм тесе каласшӑн эпӗ, вӑл час-часах ун патне пыркалатчӗ-и? — Хӑрамалли те ҫук. Ҫапла кирлӗ, тусӑм. Хорьпе калаҫнӑ чухне эпӗ вырӑс хресчен ҫыннин ӑслӑ та ансат сӑмахне пуҫласа илтрӗм. — Эсир, паллах ӗнтӗ, ҫакна пӗлетӗр, — терӗ малалла Монтанелли, — эпӗ чиркӳпе ҫыхӑнса тӑман ӗҫсене пӗлместӗп. Ҫавӑн пек ҫын пулман. Ку вырӑнтан эпӗ трактир умӗнчи ҫула уҫҫӑнах курса тӑтӑм. Ӑнлантӑн-и? Элен Гленарван панӑ сӗнӳ Адмиралтействӑри лордсем Гленарван ыйтӑвне мӗнле йышӑнни ҫинчен Грант капитан ачисене Элен нимӗн те каласа памарӗ. Унӑн тӑнлавӗсем те, мӑйӗ те хӗп-хӗрлӗ. Гэндс карапа шыв хумӗсем ҫапмассерен корма еннелле куҫса пырать. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн вӑл карапӑн борчӗ патне шуса ҫитрӗ, вара урисем шывалла усӑнчӗҫ. Эпӗ хӑрах хӑлхине тата кӑтра бакенбарчӗн пайӑркине ҫеҫ куратӑп. Юлашкинчен унӑн аллисем яка клавишсене перӗнчӗҫ. Кӗмӗл тӑрӑллӑ ҫӳле шурӑ башньӑсем… Эпӗ Кирила Петрович ҫине пӗрре чалӑшшӑн пӑхса илме хӑйиччен, хамӑр владыкӑна тем те пӗр каласа пӗтерме часрах килӗшетӗп пулӗ. Ҫавӑн пек пыра-пыра тапӑннисем — Техасра ялан пулакан япала вӑл. Пӗр сӑмахпа каласан, малалла та дачӑра пурӑнма кансӗр пулнӑ кӑна мар, Николай Артемьевич сӑмахӗсем тӑрӑх, вӑл хӑй «малтанах палӑртса хунӑ ӗҫсемпе» килӗшсе тӑман. Мӗншӗн ҫавӑ тесех шанса тӑратӑп эпӗ? — Кай-ха ара шыв илме, мур! — кӑшкӑрчӗ Базаров. Сент-Луирен шутсӑр тӗлӗнмелле пӗлӳҫӗ, пур ҫын та хӑраса тӑракан питех те чаплӑ сыщике чӗнтерсе килчӗҫ. Паллах, вӑл тавлашусене эпӗ япӑх ӑнланнӑ, маншӑн йышлӑ сӑмахсем хушшинчи тӗрӗслӗхсем — чухӑнсен шӗвӗ шӳрпи ҫинче ҫу ҫӑлтӑрсем ҫухалнӑ пекех ҫухалнӑ. — Ачам, манра ҫук-ҫке вӗсем, — терӗ Элен. Ара, каласам тата, Гремячий тункати! Врачсем халатсемпех, утнӑ ҫӗртех чӑмласа, столовӑйӗнчен чупса тухрӗҫ. Перевочзик ҫамрӑк сӑнсем ҫине ни ашшӑн мар, ни сиввӗн мар пӑхса илчӗ. Пӗтӗм раща ахлатса янӑ пек пулчӗ ҫак арӑсланла кӑшкӑрупа, ун тӑнкӑрти ахрӑмӗсем кӑрӑлтатса йывӑҫсем хушшисемпе чупа-чупа саланчӗҫ. Эпӗ инҫете кӑтартакан трубапа пӑхса ҫак япалан чӑнкӑ мар ҫыранӗсем тӑрӑх ҫӳлтен аялалла анакан, аялтан ҫӳлелле хӑпаракан ҫынсене куртӑм. Эпир «пит те савӑнӑҫлӑ Кунавино ялӗнчи» пӗр йӳнӗ ҫурта пырса кӗтӗмӗр, пире хирӗҫ вӑрӑрах манерлӑ карчӑк тухрӗ. Алли ҫине нумай вырӑнта йӗппе ӳкернӗ кӗлеткесем пур. — Тата? Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе тикӗсӗн наян хумӗсем ӑна хӑйсен ҫӑтмахне сӗтӗре-сӗтӗре илсе кӗчӗҫ, ӑна тӗлӗнмелле ӑнланса илмелле мар тӗлӗксем курӑна пуҫларӗҫ, анчах вӑл ялан, ӑнлӑ чухне те, ӑнран кайсан та, хӑй патне ҫывхарсах пыракан хӑйкӑлтатса сывланӑ сасса илтенҫи пулса, хӑйне хытӑ чӗлхе пырса сӗртӗнесрен ҫыхлансах выртрӗ. — Сывӑ пул, — ҫепӗҫҫӗн ответлерӗ Корытов. Эпӗ капитана мана ырӑ тунӑшӑн тав туни ячӗпе ҫав ҫӗрре илме йӑлӑнтӑм, анчах вӑл илместӗп тесе пат татса каларӗ. — Ҫитет. Ҫавна май эпӗ те ҫавӑн пекех кӗвӗҫсе асаплана пуҫларӑм. Ун йӗрне тупнӑ-и вара вӗсем? Пӗр ҫур куна яхӑн вӑл хӑйне пусмӑрласа илнӗ ӑнсӑртлӑхпа кӗрешсе, тата хӑйне ҫисе тӑранма ӗмӗтленекен чӗрчуна сӑнаса, ҫав хушӑрах вӑл чӗрчуна хӑйне тытса ҫиме ӗмӗтленсе, пӗр хускалмасӑр выртрӗ. Ку чаплӑ примус пирки калас пулсан вара, эсӗ унпа хӑв мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна тума пултаратӑн. Пуҫӑма юн капланса килчӗ. Ҫавӑнпа техникума пӑрахса килчӗ те вӑл. Вӑл Фелим О'Нил ятлӑ, вӑл та ирландец. Варя амӑшӗ Давыдова сывлӑх сунчӗ те хушса хучӗ: — Вӑл автансем пирвайхи хут авӑтсанах пуҫтарӑнма тытӑнчӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр вӗсене пӗрре те хӑратман, вӗсем Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче ҫӳрекен тусӗсемшӗн кӑна пӑлханнӑ. Хасан-ага эрех ӗҫсен паттӑрланать: йӳҫҫи унӑн чӗрине хаярлатать, хурахла юнне вӗреттерет. Пирӗн ҫуртсенчен пысӑкрах-и? — ырӑ кӑмӑллӑн ыйтрӗ Лукашка. Тинӗс тата лӑпкӑрах та хурарах пулса тӑчӗ, вӑл ӗнтӗ халичченхи пек анлӑн курӑнман, ӑшӑ, тӑварлӑ шӑршӑ ытларах туйӑна пуҫларӗ. Пирӗн текех уявсем ҫук ӗнтӗ. «Мӗн тӑратӑн тата? — Юрать, майор, — тенӗ разведчик. — Каялла йӗрӗ ӑҫтан пуҫланма кирлине эпӗ чухланӑ пек туйӑнать. Мана вӑл кӑштах ҫын ӗренкине кӗнӗ пек туйӑнчӗ, ӗлӗк те хуть ӑна Даша инке «илемсӗрех те мар» тетчӗ те. Чӑн та, фронт ҫывӑхӗнчи вырӑнсенче Мускав хӗрарӑмӗсем темӗн те пӗр туса тултарнине кура Андрей пӗрре ҫеҫ мар тӗлӗнчӗ. Апат-ҫимӗҫ пӗтсе пырать. Салтаксемпе япала йӑтакансем, хӑйсен паекӗсене пӗчӗклетсен, урса кайӗҫ. Незамайковски курень пӗтӗмпе тенӗ пекех, Поповически курень ҫурри ытла, Умански курень пӗтӗмпе, Каневски курень пӗтӗмпе, Стебликивски курень ҫурри ытла, Тымошевски курень ҫурри ытла юлчӗ. Ашшӗ хӑйне ирӗксӗр тыткаланине Петр кӑштах ӑнланать; хӑнасем ӳсӗр сасӑсемпе кӑшкӑрашнӑ хушӑрах вӑл Помялов тӑрӑхласа калаҫнине, Барская хулӑн сасӑпа питленине, Житейкин йӗкӗлтесе кулнине илтет. — Чӑнах, эпӗ шурӑ ҫиппе ҫӗленӗччӗ!.. Вӑл каланипе килӗшрӗм. Вӑл кутамккине салтса, чи малтан шӑрпӑкне шутласа пӑхрӗ. Каҫхине сад патӗнче, палӑртнӑ вырӑнта, тӗл пулӑпӑр». — Израэль, — терӗ Сильвер, — санӑн пуҫу питӗ йӳнӗ тӑрать, мӗншӗн тесен унта нихӑҫан та миме пулман. Унӑн питне хӗвел ҫутатать. Мӗн тупатӑн унта. Ун пек ҫӑлӑнса тухни вӑл начар пулнӑ пулӗччӗ. — Хӑй патне чупса пынӑ Варьӑна, унӑн амӑшне Давыдов икӗ аллипе те ыталарӗ те, вӑрт ҫаврӑнса, алӑк патнелле утрӗ. «Хӑй килес тесеччӗ, эпӗ килте пулмастӑп — арӑм илсе юлма пултараймӗ. Ниме те вӗренменскер-ҫке. Мӗн вара унта сирӗн? Кирпӗчсем-и-мӗн е кивӗ тимӗр-и? — Мӗн те пулин пулмаллах-им вара, тем тесен те пулмалла-и? Эп пӗлекен-паллакан мистикӑлла сехӗрленӳ сӗмӗ мелтлетсе илчӗ ун куҫӗсенче. Вӑйлӑ кӗрешӳ хускатса яма иртерех пек туйӑнать-ха. — Ман упӑшка! — хӑй хӑлхисене хӑй ӗненмесӗр кӑшкӑрса ячӗ Уэлдон миссис. Даша инке вара ҫывӑрма та вӑхӑт ҫитрӗ терӗ, анчах эпир унпа килӗшмесӗр Песчинкӑра уҫӑлса ҫӳреме тухса кайрӑмӑр. — Эсир мана асаплантаратӑр, княжна! — тет Грушницкий. — Кӑшт выртса канас теместӗр-и? — ыйтрӗ вӑл Пӑванран. Эпӗ турӑ ҫинчен манман, эпӗ турра пӗлетӗп! — Юнне сӑркӑнтарас унӑнне! — тесе кӑшкӑрса илчӗ Морган, унтан вӑрҫма пуҫларӗ. Разметнов, кулкаласа та хӑй тӗлӗннине пытармасӑр, шарламасӑр, ӑна киленсе сӑнать. Ҫывӑхранах кӳршек ҫине кӗрсе ларнӑ тухатмӑш ҫавраҫил пек вӗҫсе иртни те янках курӑнчӗ; ҫӑлтӑрсем, пӗр ҫӗре пухӑннӑ та, куҫ хупса пӗр-пӗрне тытмалла выляҫҫӗ; аяккарахра, пӗлӗт явӑннӑ пек, усал сывлӑшсем ҫаврӑнкаласа ҫӳреҫҫӗ; шуйттан ҫине утланса пыракан тимӗрҫе курсан, уйӑх ҫутинче ташлакан шуйттан ҫӗлӗкне хыврӗ; ак ӗнтӗ таҫтан шӑпӑр вӗҫтерсе килет, ун ҫине утланса тухатмӑш карчӑк тин ҫеҫ хӑй каяс ҫӗре ҫитсе килнӗ пулмалла. — Бристольре, — ответлерӗ Том. Ҫирӗм пилӗк ҫул хушшинче ҫавӑн пек пуянлӑх турӑмӑр та — пӗтӗмпех кӗл пулса тӑчӗ. — Пӗррехинче ӑна ҫав москит хытӑ ҫыртса пӗтернӗ. Анчах Франклин ун ҫине вӗрнӗ ҫеҫ. Ӑна, хӑй ҫумӗнчен хӑваласа, хисеплӗп: «Тархасшӑн, кайӑр! Тӗнче аслӑ, сана та, мана та ҫитет», — тенӗ. — Апла эппин! — терӗ Халл капитан. Эсир хӑвӑра йӗркеллех тетӗр-им? Юрать-ха, Димчо пупӑн ҫурчӗ аякра пулман, тухтӑр ҫавна асне илнӗ. Пулса иртнишӗн хӑйне айӑпласран сехри хӑпрӗ унӑн. Гусев Марсран илсе килнӗ чулсемпе ылтӑн ӑпӑр-тапӑра сутса ячӗ те арӑмне Машӑна пуканелле капӑрлатса тумлантарчӗ, темиҫе ҫӗр интервью пачӗ, тумтир валли пысӑк арча, мотоциклет, йытӑ туянчӗ. Ҫаврака куҫлӑхпа ҫӳрет, лашасен ӑмӑртӑвӗнче нумай выляса ячӗ, пӗр вӑхӑт Америкӑра тата Европӑра импрессариопа ҫӳрерӗ, — марсиансемпе ҫапӑҫни пирки, эрешменсемпе, кометӑсем ҫинчен, вӗсем Лосьпа пӗрле чутах Алтӑр Ҫӑлтӑр ҫине вӗҫсе каяясси пирки каласа кӑтартать. Кӑштах куҫса тӑрӑр-ха ӗнтӗ, мӗн кӗпӗрленсе тӑратӑр. Вӑл хӑйне мӗн каласса кӗтсе тӑна. Тухтӑр килчӗ, пиҫнӗ вырӑнсене ҫыхса ячӗ, вара эпир кукамайпа извозчик тытса хула урамӗсемпе карӑмӑр. Вӑл ҫавӑнтах пурттине туртса кӑларчӗ те, икӗ хут сулсах хӑмӑт пӑявӗсене татса пӑрахрӗ. Ну, каласа парах ӗнтӗ! Шурӑмпуҫ килес умӗн вара хӗрарӑм ҫапла ыйтрӗ: — Ыран пӳрт ҫине витсе пӗтерме килетӗн-и? — Лайӑх ҫынсене тавҫӑрса илме ачасене турӑ пулӑшать, — терӗ вӑл. Ҫав хушӑра пӗтӗм Миргородшӑн питӗ паллӑ ӗҫ пулчӗ. — Краҫҫын илсе пырса сапрӑм та — тивертсе ятӑм! Хаклӑ Мария Васильевна. Эпӗ сире Иван Львович ырӑ-сывӑ пурӑнни ҫинчен пӗлтерме васкатӑп. Феничка чӗнмесӗр кресло хӗррине ларчӗ. Ну, чӑнах та, тӑванӗ пекки пулмалла: сӑнӗсем питех те пӗр пек.. Юланут кунтан пӗр миля ытларахра пулнӑ-ха, анчах шанчӑклӑ тарҫӑ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн хуҫи пулнине палласа илчӗ. Юланутҫӑ сивӗ сывлӑша сӑмсипе сывласа илчӗ, васкамасӑр алсине хыврӗ, пирус чӗртсе ячӗ, хырӑмсалӑхне хытарчӗ, пӳрнисене йӗнер кӗҫҫи айне чиксе пӑхрӗ. Хастарри вара малтан шутлать, кайран ӗҫне тӑвать. Дворянинсене те халӗ тӳрех генерал туса хумаҫҫӗ. Ҫак хӗрлӗ баржа мана пит интереслентеретчӗ, вӑл мӑка сӑмсипе пӑтранчӑк шыва чавса пынине эпӗ пӗр сехет хушшиех куҫа илмесӗр пӑхма пултараттӑм. Вӑл ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ иккен, пӗтӗм тӗнчене ҫитсе ҫаврӑннӑ. Ӑҫта ҫухалса пурӑнтӑн-ха эс темиҫе кун хушши? — Эсир алӑк умӗнче кӗтсе тӑма пултаратӑр, — терӗ вӑл хурал салтакӗсене. Юлашкинчен Симурден сӑмахӗсене аран-аран каларӗ: — Апла пулсан, эсӗ… — … вилӗме тивӗҫлӗ, — терӗ Говэн ун сӑмахне вӗҫлесе. Ашшӗ вилнӗренпе ҫур ҫул та иртмен, эсӗ… Инкекӗ шыв варри тӗлӗнче пулнӑ пулӗ, ҫавӑнпа ҫеҫ вӗсен ӳчӗсене те тупайман. Шыв варри тӗлӗнче пулман пулсан, вӗсем ҫыран хӗррине ҫитетчӗҫ, мӗншӗн тесен виҫҫӗшӗ те аван ишетчӗҫ. Струльдбругсем миҫе ҫултине хӑйсенчен ыйтсан, вӗсем корольсемпе чаплӑ ҫынсенчен камсене курни ҫинчен ыйтнипе пӗлме пулать. Шалта ҫапса хӗснӗ пек халӑх. Ҫук. Тен, хуҫа шанса лартнӑ ҫын тесе, ку ӑна тӑтӑшах тавар вӑрлама кансӗрлемест пулсан та, хӑрать те пулӗ. Пидорка ӑна пӗр-пӗр япала ҫинчен калаҫтарма майне тупсан, вӑл хӑйӗн шухӑшне маннӑ пек пулать, калаҫма тытӑнать, хавасланмах пуҫлать темелле; анчах ӑнсӑртран михӗсем ҫине пӑхса илет те: «тӑхта, тӑхта, мантӑм!» тесе кӑшкӑрса ярать те каллех шухӑша каять, каллех темскер аса илме тӑрӑшать. Анчах кӑлӑхах пӑшӑрханать вӑл, эпӗ хамах пурне те чӗнме шутланӑччӗ. Капитан тӳррипе калама кирлине ӑнланса илчӗ. Лампа стена ҫинче ҫакӑнса тӑрать, манӑн пуҫ ӗмӗлки тетраде, чернил кӗленчине, алла хупласа хунӑ. Эпӗ перона шӑтӑртаттарса хут тӑрӑх чуптаратӑп. — Эпӗ вара сана манпа мӗнле кансӗр тесе шухӑшлаттӑм. Шӑпа вылянчӑклӑн унран тарса пычӗ, унтан, йывӑҫсен симӗс ҫулҫисем патне ҫитсен, сывлӑша ҫӗкленчӗ те ученӑй хӑлхине перӗнсе йӗкӗлтенӗн сӗрлесе илнӗ хыҫҫӑн тӗппипех куҫран ҫухалчӗ. Халӗ вӑл, каллех вӗҫме тата ҫапӑҫма пултаракан пулас ӗмӗтпе хӑйӗн татнӑ урисене хӑнӑхтарма чунтан тӑрӑшса тренировка тума тытӑнсан, Оля патне яракан ҫырусенче суймалла пулнишӗн, ӑна калас килнине калама май ҫуккишӗн питӗ кулянчӗ. Пиҫсе кайнӑ пӳрнесем ырататчӗҫ, пит чашкӑратчӗ, куҫҫуль юхатчӗ, анчах мана ыратни мар, ниме чухламасӑр хыттӑн тӗлӗнтерни аптӑратса тӑратчӗ: манпа мӗншӗн ҫавӑн пек хӑтланчӗҫ-ха? Ҫӗрлехи пӗтӗм сас-чӳ шӑпланиччен кӗтсе выртрӑм та ирхи сас-чӳ пуҫланиччен аялти хута антӑм. Ҫивчӗ кӗтеслӗ чулсем унӑн тумтирне чӗрсе пӗтерчӗҫ, чӗркуҫҫийӗсенчен юн юхма пуҫларӗ, анчах хырӑм выҫҫи ҫакӑн пек ыратнине те парӑнтарчӗ. — Сид, мӗн пулнӑ Тома? — тесе ыйтрӗ Полли мӑнаккӑшӗ. Кухньӑран тухнӑ чух вӑл, алӑк янахӗнчен тухса тӑракан пӑтаран ҫаклатса, ҫӗнӗ сатин кӗпине чавса таранах ҫурса пӑрахрӗ. Эпӗ мӗнле тусан лайӑхрах пулассине кӑна пӗлмерӗм: чӗнмесӗр вирхӗнсе иртмелле-и е кӑшкӑрашса-и? Фон Рихтер г-н пистолетсен ещӗкне йӑтса пырать, фон Дöнгоф г-н аллинчи пӗчӗк чӑпӑрккана ҫавӑркалать, — хӑйне хӑраман пек кӑтартасшӑн пулас. — Эпӗ ыйтам ӗнтӗ, — васкарӗ хуҫа арӑмӗ. — Ав мӗнле иккен, чунӑм! Ҫанталӑк ҫинчен, ялти пурнӑҫӑн лайӑх енӗсем ҫинчен калаҫнӑ хыҫҫӑн калаҫӑва вӑл ӗнерекен маҫтӑр, музыка, фортепьяно ҫине питӗ меллӗн куҫарчӗ те юлашкинчен хӑй фортепьяно калама пултарнине пӗлтерчӗ, вара часах виҫӗ вальс каласа кӑтартрӗ, ҫав вӑхӑтра Любочка, Мими тата Катенька фортепьяно ҫывӑхӗнче тӑрса, ун ҫине пӑхрӗҫ. Вулич картла выляма пит юратать — ӑна вӑл никамран та пытарса тӑмасть вара. Ҫӗрле, эпӗ ӗҫ пӗтерсе сӗтел ҫине ҫывӑрма выртнӑ чух, Сергей ман пата пычӗ те алӑран ярса илчӗ. Учитель мар вӑл, намӑссӑр! Ӑна сан патӑнта хӑваратӑп. Ҫук халь ӗнтӗ ун музыкинче ӗлӗкхи пек асар-писер тӑвӑл, маттурӑн ахӑрттарса яни, сассене кӑмӑла ҫӗклесе ямалла вӗлтӗртеттерсе илни, ӳсӗр ҫын пек пуҫсӑрланса янӑратни; ҫавна пула-ҫке ҫамрӑк купӑсҫӑ Павка ӗлӗк пӗтӗм хулипе чапа тухнӑччӗ. — Унран хитререххисем те пур. — Анчах эпӗ ҫакӑнтан хӑратӑп: вӑл мыскараҫӑ пулсан та, пит хӑрушӑ мыскараҫӑ пулмалла. Ромашов ҫав вӑхӑтра хӑйне хӑй вӗлересси пирки шухӑшлатчӗ, анчах татӑклӑн мар тата хӑраса та мар, темле пытарӑнчӑк, хӑйӗнпе хӑй юратӑнса йӑпанас туйӑмпалан. Макҫӑм пичче садра ларатчӗ. — Вӑл пирӗн пата куҫсан — эпӗ савӑнатӑп ҫеҫ… Тинех ӗнтӗ вӑл Казондере! Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джек тата Бенедикт пичче тахҫанах кунта пирки вӑл пӗрре те иккӗленмерӗ. — Ав, епле! — терӗ те Петӗр шӑппӑн, пуҫне сулкаласа, асӑрханса сак ҫине ларчӗ. Анчах икӗ хутчен ылханнӑ сӑрт ҫывӑхне пӗр дикарь та пыма хӑймарӗ. — Епле-ха ӗнтӗ? — ыйтрӗ те Комиссар, унӑн сасси вӗҫӗмсӗр ӑшӑ кӑмӑллӑ пулни сисӗнчӗ. Марья Николаевна лорнеткине сцена ҫинелле тытрӗ, Санин та, чылай тӗттӗм ложӑра унпа ларса, унталлах пӑхма пуҫларӗ; вӑл ирӗксӗрех ун ытарма ҫук илемлӗ ӳт-пӗвӗн ӑшшипе тутлӑ шӑршине сывласа илчӗ; ҫавӑн пекех ирӗксӗртен ҫак каҫ, уйрӑмах юлашки минутсенче, Марья Николаевна мӗн каланине хӑйӗн пуҫӗнче виҫе-виҫе пӑхрӗ. Виҫӗ хӑю тата тӑватӑ хутчен аманнине пӗлтерекен паллӑсем ҫӗленӗ ҫар кителӗ тӑхӑннӑ ораторпа пӗрле малти ретсенче ларакан фронтовиксем каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхаҫҫӗ, шавлакансене чарма тӑрӑшса, вӗсене хӑтӑра-хӑтӑра илеҫҫӗ. Суха касси тарӑнӑшӗ вершук ҫурӑ — икӗ вершукран ытла та мар. Вӑл — Китеж… Вырнаҫуллӑ, кулӑшла сӑмахсем тӗртсе хунӑшӑн хӑрах куҫлӑ Иван Ивановича пурте юрататчӗҫ. Пӗтӗмпе — ҫирӗм тенкӗ. Яла вӑл пӑлхарсем пурӑнакан урамран кӗчӗ (унта тӗрӗксем те, пӑлхарсем те пурӑнаҫҫӗ), часах Цанко бай хапхи патне ҫитсе чарӑнчӗ. Кӗлӗ тӑвасси пӗтрӗ те, тахҫан хӑнӑхнӑ йӑла йӗркипе, ҫынсем хӑйсен хӗрачисем мӗнле вӗреннине пӗлесшӗн пулса, шкула пуҫтарӑнчӗҫ. Сивӗ те вӑя ҫӗклентерекен ҫил урам тӑрӑх кас-касӑн тустарса иртнӗ, ҫӳп-ҫапа хӑваланӑ, иртен-ҫӳренсен пичӗсем ҫине тусан вӗҫтернӗ. Вӑл пуҫ тайрӗ те: «Атте кунта пулмарӗ-и?» тесе ыйтрӗ. Парта хушшинчен тӑрса, вӑл ҫапӑҫма хатӗр ҫамрӑк автан пек сиксе илчӗ, урса кайнипе, унӑн сухалӗ те чӗтреме тытӑнчӗ. Анчах лешне намӑс пулман; вӑл, шывран туртса кӑларнӑ пулӑ пек, ҫӗр ҫинче ҫапкаланнӑ, унтан, Фома ӑна ура ҫине йӑтса тӑратсан, вӑл ҫинҫе аллисемпе юлташне пилӗкрен ыталаса илсе, унӑн кӑкӑрӗ ҫумне ҫирӗппӗн тӗршӗннӗ, хӑй ҫав-ҫавах йӗнӗ… Тап-таса пӑхӑр хулӑсемпе ҫирӗплетнӗ палассене пур ҫӗре те сарса тухнӑ, анчах чечексем те, тӗкӗрсем те ҫук. Христос турӑшӑн каҫар! — терӗ мӑкӑртатса. Вӑл мана ҫӗклесе кайса кровать ҫине вырттарчӗ, эпӗ вара вӑрахчен вӗсем калаҫнине итлерӗм. Эпир гаваньрен тухса кайнӑ минутра пичче ӑна ят парасшӑн пулса, манӑн ята пӑрасшӑнчӗ те… — Анчах, — малалла каларӗ вӑл, — манӑн, йӗркене астуса тӑракан пулнӑ май, мӗнпур правилӑсене пӑхӑннине асӑрхамалла. Пӗр спектакль ҫеҫ пулать! Тата мӗнле хӑрушӑ та пысӑк йытӑ чарӑнса тӑрать ман чӳрече умӗнче! Халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне малтанах ҫакӑн пек шухӑшпа йӑпатнӑ: акӑ ӗнтӗ вӑл хӑйӗн икӗ ывӑлӗпе Сеча ҫитет те: «пӑхӑр-ха, сирӗн пата эпӗ мӗнле маттур ачасем илсе килтӗм!» тесе вӗсене, ҫапӑҫура пиҫӗхнӗ пур ватӑ юлташӗсене те ывӑлӗсемпе паллаштарать, ывӑлӗсем ҫапӑҫу наукине тата козаксен ӗҫкине мӗнле хӑнӑхса пынине сӑнать (ӗҫме пултарнине вӑл рыцарьӑн лайӑх енӗсенчен пӗри тесе шутланӑ). — Эк-кей! Улпута мӗн нуши пур-ха вара унпа? Том алла пӗр витре известь тата вӑрӑм мелке тытса урама тухрӗ. Казаксем, хӗрарӑмсемпе хӗрупраҫсем коридорта, крыльца ҫинче хӗсӗнкелесе тӑраҫҫӗ. Анчах шӑм-шак кашни утӑмрах чикӗшсе ыратнӑ. Калиныч типсе кайнӑ шӑршлӑ курӑк ҫыххисем ҫакса тултарнӑ пӳртне уҫса пачӗ, тин ҫеҫ ҫулса типӗтнӗ утӑ ҫине вырттарчӗ, хӑй пуҫне сеткӑллӑ михӗ евӗрлӗ япала тӑхӑнчӗ те, ҫӗҫӗпе чӳлмек тата мӑкӑрланакан вутпуҫҫи илсе, пире валли карас касса кӗмешкӗн утара тухса кайрӗ. Маркиз ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хӑйсем те, иккӗшӗ те, ҫӗмӗрӗлчӗҫ… Англи премьерӗ хӑйшӗн ывӑнма пӗлми тӑрӑшакан этеме аса илтернӗ, вӑл кашни минутрах пулса иртме пултаракан темӗнле чи пысӑк событие кая юлса ҫитессинчен питӗ шикленсе ҫӳрекен ҫын пек курӑнать. — Петя, списока кӗртмен мана. Манран вӑл математика енӗпе кӑна ыйтса пӗлчӗ. — Анне мана час-часах пӗр йытӑ ҫинчен каласа паратчӗ. Ҫав йытӑ чӑн-чӑн учитель пек вулама та, ҫырма та пӗлнӗ, доминолла вылянӑ. Тепӗр икӗ ҫултан вӗсем сана ай-ай лайӑх ҫурт лартса пана пулӗччӗҫ! Икӗ миль таранах кимсем шыв ҫийӗпе сарӑлакан ҫав кӳкӗртлӗ пӗлӗтсем айӗпе ишсе пычӗҫ. Ҫак фескӑпа тирпейсӗр ҫыхса янӑ галстук — ялти пурӑнӑҫӑн ирӗклӗхне палӑртса тӑрать, анчах та тӑвӑр, чӑн та шурӑ мар, ирхи туалет пулма тивӗҫлӗ чӑпар кӗпе ҫухисем унӑн тап-тасан хырнӑ янахне хыттӑн тӗревлесе тӑраҫҫӗ. — Эпир сире кӗтсе ывӑнтӑмӑр, — терӗ вӑл ӳпкелешсе; унтан, таҫта илсе каяс шутпа, вӑл Воропаева хулӗнчен тытрӗ. — Пултарӗ-и? Ҫӗршывӗ вӑл лайӑх, ӑшӑ, халӑх та унта ҫукпа пӗрех. Анчах Мересьева вӑл кӑмӑла кайрӗ. Петров ун пекех запаслӑ пулайман: унӑн какайпа сухари ҫеҫ пулнӑ. Тимӗрпе хирӗлнӗ алӑк хӑмисем мӗнле шатӑртатса хуҫӑлнине Рада илтех кайрӗ, ҫавӑнтах алӑк урлӑ тем пысӑкӑш ура ярса пусни курӑнчӗ… — Иван Павлыч! Шыҫӑнса кайнӑ сӑн-питне пӑхсан, Костя мӗн шухӑшланине чухласа илме ҫук, анчах унӑн ҫемҫе тутисем, яланах ҫамрӑк чухнехи савӑнӑҫлӑ ӑшша палӑртса тӑраканскерсем, ырра мар ӗнтӗ ку, чӗтренсе илчӗҫ. Ҫак самантра боцман кӑшкӑрни кит мӗншӗн хӑйне ҫапла ӑнланмалла мар тытнине, мӗншӗн нумайччен хускалмасӑр выртнине ӑнлантарса пачӗ: — Кит ҫури! Ӗҫӗр! Артура тамӑка Джемма хӑй, хӑйӗн аллипе тӗртсе ямарӗ-и вара? Мӗншӗн-ха сирӗн, салтаксен, пурте Иван? — Пирӗн, савнӑ тусӑм, пурне те тума пулать! Ҫавӑн чухлӗ шыв ҫӑтса пӗр чарӑнми ҫӳлелле сирпӗтсе тӑракан асар-писер тискер кайӑк мӗнле-ши вӑл? Феничка чӗтресе кайрӗ, икӗ аллипе те Базаров кӑкӑрӗ ҫине тӗревленчӗ, анчах, вӑйсӑррӑн тӗревленнӗ май, ӑна Базаровӑн каллех чуптума май пулчӗ. Ҫул кӑтартса пыракансем, аври кӑна вунсакӑр дюйм тӑрӑшшӗне ҫитекен саламатсемпе те тӑххӑршар футлӑ пушӑсемпе авӑрланнӑскерсем. час-часах пӑсӑлакан йӗркене тӳрлетсе пыраҫҫӗ. Вӗсене кӗтӳ тавра вӗҫсе ҫӳрекен йытӑсем пулӑшаҫҫӗ. Эпӗ капитан каютинче пурӑнасшӑн, мана вӗсен ӗҫме-ҫимисем, эрехсем кирлӗ, — терӗ вӑл. — Ӑҫта? — тесе ыйтрӑм, ун патнелле анса. Мӗнле, ман арча хатӗр-и?» — Ҫапла, сӑмахран, хамӑн тӑван килте пурӑнса хама кирлӗ пек тумланса ҫӳренӗ чухне, мана эпӗ пӗр-пӗччен, хам ҫире ҫӗршер ремесленниксем ӗҫлесе тунӑ кӗпе-тумтирсем йӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать. Ҫапӑҫу хирӗнче тӗтӗм те сӗрӗм, ҫав тери пӑчӑ. Акӑ мӗне аса илчӗ вӑл… — Мӗнле хӗнеҫҫӗ, тискерсем! — терӗ Лукерья Бояркина. Чи малтан аякра-аякра, ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ тӗлте, аллисене сулласа тӑракан пӗчӗкҫӗ этем евӗр-ҫил арманӗпе ҫаврака сӑртлӑхсем патӗнче, ҫӗр ҫийӗн сарлака ҫутӑ сарӑ йӗр шуса иртрӗ; тепӗр минутран ҫавнашкал йӗр кӑшт кунтарах куҫса килчӗ те, сылтӑмалла шуса кайса, сӑртлӑхсене ҫутатрӗ; темле ӑшӑ япала Егорушка ҫурӑмне сӗртӗнчӗ, ҫутӑ ани, хыҫалтан пытанса килнӗскер, кӳмепе лашасем урлӑ сиксе каҫрӗ те ытти ҫутӑ йӗрсене хирӗҫ васкарӗ, вара пӗтӗм сарлака ҫеҫенхир хӑй ҫинчи ҫурма сӗмлӗхе сирсе пӑрахрӗ, кулса ячӗ, сывлӑмпа йӑлтӑртатма тытӑнчӗ. Ярмола ҫапла тӑрӑшни — ят илнӗ сӑтӑрҫӑ, тимсӗр ҫапкаланчӑк, ун шухӑш-кӑмӑлӗпе халӑх пухӑвӗ нихӑҫан хисеплешсе тӑман пулӗччӗ, — тӑван ял ҫыннисен интересӗ пирки вӑл ҫакнашкал тӑрӑшни мана темшӗн пӑлхатса, хумхатса ячӗ. — Ухтараҫҫӗ, — пӑшӑлтатрӗ Петька, унтан сиксе тӑчӗ. Ун пекки вӑл час та часах пулкалать. — Анчах, — терӗ хӗрача шӑппӑн, тӗррине аллипе якатнӑ май, — пурнӑҫра, господасем, кашнин хӑйӗн ҫулӗ. Тӗп пӗлтерӗшӗ кунта — эпӗ сире каласа панинче, урӑхла — эпӗ выльӑх пулнинче. Сӗтел патне кӗске пальто тӑхӑннӑ ача хӗсӗнкелесе пырса тӑчӗ. Вӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗрне нимех те пӗлтермерӗҫ, иккӗшне те кирлӗ мар сӑмахсем каларӗҫ, амӑшӗ Павел куҫӗ хӑйне питӗнчен ҫемҫен, юратуллӑн пӑхнине курчӗ. — Ҫапах та ӑҫта ҫухалтӑр-ха эсир? — тет вӑл. Вӑл тӳрех хӑюллӑн, паҫӑр арӑмне мӗн каланине Аврама кӗскен каласа пачӗ. Калаҫса тӑмасӑрах, Алексей унтан ҫӗр тенкӗлӗх пилӗк хут илчӗ те, ҫак нафталин шӑршипе тулнӑ кивӗ ӑпӑр-тапӑр япаласен тӗнчинчен уҫӑ сывлӑша сиксе тухрӗ. Тинӗс пытансан тата малта аякӗ ҫинче ыйхӑланӑ пек ҫурма выртакан тусем — салху та пӗр евӗрле пейзаж курӑнса кайсан — халиччен ыйхӑласа пынӑ француз:— Сталин Севастопольте пулнӑ-и? Е — хӑйӗн вӑй-халӗ мӗнле иккенне тӗрӗс мар пӗлнинчен пуль?.. Автор Мальдонадӑна таврӑнать те карап ҫине ларса Лаггнегг королевствине каять. Лассо йӗрӗ Иккӗленсе тӑмалли юлмарӗ: Вудли Пойндекстерӗн фургонӗсем хӑйсен урапа йӗррисемпех пыраҫҫӗ иккен. Катя урокӗсене хатӗрленме ларнӑччӗ. — Кунта ҫул ҫук, тен малта пулӗ, — тенӗ вӑл, ҫуна ҫине ларса. — Ҫук, нимӗҫсем мар, хӗрарӑмсем! Окопран инҫех мар, шӑши чупса ҫӳренӗ тӗлте, Лозневой хромовӑй атӑ выртнине курчӗ; аттин кӗлинче шпора йӑлтӑртатать. Унӑн питҫӑмартийӗсем чӗтренсе илчӗҫ, вӑл пӳрнисене шатӑртаттарма тытӑнчӗ. Вӑл пӗр минут хушшинчех тумланса та тӑчӗ; мӑйӑхне хуратрӗ, пуҫ тӳпи ҫине пӗчӗк кӑна хурарах ҫӗлӗк лартса ячӗ, — капла ӑна хӑйне ҫав тери лайӑх пӗлекен козаксенчен те никам та паллаяс ҫук. — Мӗн каласа пачӗ вара вӑл сире? — тесе ыйтрӗ вӑл, лайӑх мар пуласран вӗсем патне калле ҫаврӑннӑ пӗр ҫамрӑк ҫынран, — пӗр-пӗр интереслӗ истори пулӗ ӗнтӗ, вӑрҫӑри хӑйӗн паттӑр ӗҫӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартать пулӗ-ха?.. Ҫар тӳрех Дубно хули ҫине кайма шут тытрӗ. Унта пуян обывательсемпе казна нумай терӗҫ. Ҫынсем, ҫынсем, тарҫӑсем, de vils laduais курнӑ, сударыня, эсир ҫав ҫурта, хӑвӑрӑн мӗнӗ патне… кӗнине курнӑ… Кунта ыйту тухса тӑчӗ: ҫав хитре хӗрпе епле тытӑнса утас-ха? Вӑл мӗн, тӑватӑ ураллӑччӗ-им? Яшкасем, апатсем ахалех сая кайрӗҫ тет вара. Кораблев тинкерсе пӑхрӗ ман ҫине. Ракитина аван хӗр, вӑл мана пит кӑмӑла каять. Эпӗ нимӗн калама та аптӑраса тӑтӑм. Шӑтӑк алтма-и? — Шӑтӑк, — мӑкӑртатса илчӗ хуҫа. — Тата мӗн? Эпӗ — пӗчӗк, эпӗ — халсӑр, эпӗ — хӑйӑр пӗрчи, мӗн начаррине тунӑ-ха эпӗ сана, турӑ? Алексей Мересьевшӑн операци хыҫҫӑн пулма пултаракан чи хӑрушӑ вӑхӑт килсе ҫитрӗ. Кусем пурте совет влаҫне усӑ параҫҫӗ тата тӗнчери революцие ҫывхартма пулӑшаҫҫӗ! — терӗ вӑл пӗрре ячейка пухӑвӗнче. Лайӑх кӑна хырса янӑ пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксем вӑл кирек хӑш минутра та кулса яма хатӗр пулнине кӑтартаҫҫӗ; ҫав кулла куҫлӑхин тутӑхса кайнӑ, вӗҫӗсене ҫиппе чӗркене тимӗрӗсем те тытса чарайман пулӗччӗҫ. Рада ухмаха ернӗ пек кӑшкӑрса ячӗ. — Эх, аван-ҫке! Макҫӑм пичче мӗнпур ҫак музыкӑлла сӑнавсем пирки нимӗнех те шарламан, тӳснӗ. Володя «Павел Петрович (арҫын ҫапла ятлӑ иккен) мана тилӗсен кухнине кӑтартма пулчӗ» тесе пӗлтерчӗ. Вӑл хӑй садра, беседкӑра выртнине курчӗ; чӳрече кантӑкӗсем витӗр, йӗпе туратсем хушшипе хӗрлӗрех тӗслӗ, тӗлӗнмелле ҫывӑх пӗлӗт курӑннӑ, вӑл ҫакӑнтах, йывӑҫсем хыҫӗнчех ҫакӑнса тӑнӑ пек, ӑна алӑпах тӗртӗнме май пулнӑ пек туйӑннӑ. — Вӑл мӗншӗн унта пынине пӗлетӗр-и-ха эсир? Эпӗ Саньӑпа Даша инкене ыталаса илетӗп. Кунта чи малтанах чӗнсе хунӑ Широкогоров, ачасен санаторийӗн директорӗ Марья Богданова, «Первомайскинчи» Поднебескосен мӑшӑрӗ, Городцов тата, паллах, «Калинин» колхозран та нумайӑшӗ килчӗҫ. Печорин-и?.. Ах, турӑҫӑм!.. Вӑл ҫамрӑк, типшӗм кӗлеткеллӗ, шуранка сӑн-питлӗ, тумтирӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк. Тепӗр кунне кӑнтӑрла мужиксем Ваҫили Андрейчпа Микитене юр айӗнчен кӗреҫесемпе алтса кӑларнӑ. Вӗсем ҫултан вӑтӑр чалӑшра, ялтан ҫур ҫухрӑмра пулнӑ. — Вилли мана унӑн виле ӳчӗ патне ҫавӑтса пычӗ. — Эппин, вӑл чирлӗ. Эп ӗненнӗ ӑна — пӗрре мӗнле те пулин сӑмах… темӗнле сӑмах калӗ вӑл, тенӗ… куҫӗсем ун вара, тӑванӑм, тӗлӗнмелле аван! Вӑрман ҫийӗнчи тӗтрере темӗн вӗҫсе иртнӗн туйӑнчӗ; шуйхатнӑ пӑлан чупни инҫетрен те инҫетрех илтӗнсе тӑчӗ. — Анчах тумтирсемпе вӗрен тӗркисене тата вӗренрен тунӑ пусмасене кам илсе анӗ вара? — тесе ыйтрӑм. Айӑплаччӑрах, анчах паян, хамӑр патӑмӑрта хӑнасем пур чухне мар. — Эпӗ ӑна юратмастӑп пулсан вара? — Ав сӑртра ҫӗлӗк пек ҫум курӑкӗ пур, — терӗ игумен, — ҫавӑнта тахҫан тӑм кӑларатчӗҫ. Эсӗ те ан кансӗрле мана. — Спасибо, Джим, эпӗ пӗлес тени пурте пулчӗ, — терӗ вӑл, халӗ ҫеҫ мана темӗнле ыйту панӑ пек пулса. — Эсӗ мана юрататӑн-и? — Пуп сӑмах сарнӑ вӗсем ҫинчен, — терӗ Даша инке. Ҫав хушӑрах защитник мантти ҫанӗсемпе ҫӗнтерӳллӗн хӑлаҫланса тӑнӑ, ҫак вӑхӑтра пурте: ну, ӗнтӗ, Крэнкбиле айӑпран хӑтараҫҫӗ, тесе шухӑшланӑ. Ӗҫлеме пулать. Ахаль те вилес пек ҫеҫ тытӑнса тӑратӑп… — Никита, — аса илтерчӗ Баймакова. Ну, эрех ӗҫме вӗрентӗн-и? Анчах араб-пуҫлӑх килсе тухрӗ, мана алран ярса тытрӗ те колонна вӗҫне ҫитерсе тӑратичченех вӗҫертмерӗ. — Ҫапла. Эпӗ кунта талӑка яхӑн выртатӑп. — Вӑл адьютанчӗ ҫине тем ыйтнӑ пек пӑхса илчӗ. Унтан сасартӑк, пуҫне кӗтмен шухӑш пырса кӗнипе, вӑл хуллен калаҫма тытӑнчӗ: — Эсир мана парӑр, мана! Эпӗ кунта киличчен пӗр ҫул е икӗ ҫул малтан Флимнап хӑй мӑйне кӑштах хуҫманни ҫинчен мана ӗнентерсех каласа пачӗҫ. Ун телейне урайӗнче ӑнсӑртран пулнӑ ҫытар ҫине ӳкнипе ҫеҫ вӑл вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ. — Мӗн ятлӑ эсӗ? — ненецла ыйтрӗ тухтӑр. — А! мӗн: а? — ҫийӗнчех ярса илчӗ Николай Артемьевич. Шыв ҫинче пӑр каснӑ. Куҫра та… — Пултараймасть мар? — тесе ячӗ Паганель. Широкогоров кӑмӑлсӑррӑн кӑҫалхи эрех, ҫӗнтерӳ эрехӗ, тӗрлӗ сӑлтавсене пула, лайӑхах пулас ҫукки ҫинчен асӑрхаттарчӗ. Тӑнӑҫлӑ Азора ҫыннисем ҫак сӑмахсене итленӗ май сехӗрленӳпе аллисене ҫӗкле-ҫӗкле кулянаҫҫӗ. Кукамай кайӑксене пуҫласа хӗрӗх пуслӑх сутсассӑн тӗлӗнсе карӗ. — Пит-куҫна хупла: фазан. — Вӑл Оленин ҫине ҫиллессӗн аллипе сулчӗ те, тӑват уран тенӗ пек, малалла упаленчӗ. Обоз офицере сӑнран тата кӗлеткерен пӑхма хитре те хастар этем пулнӑ: хӑй вӑрӑм, уссийӗсем пысӑк, кӑмӑла килмелле платна этем вӑл. — Чӗррине пӗлетӗп-ха эпӗ, контузи пирки мӗнле унӑн? Тилхепене ӳркевлӗн турткаланӑ май, вӑл шухӑша кайрӗ: «Мӗншӗн вӑл ҫапла райри кайӑк пек ырӑ курса пурӑнать-ха? Куратӑн-и, халь те акӑ мана лайӑхрах пек туйӑнса кайрӗ. Пулнӑ ҫав, инкек пулчӗ. Матроссем, ҫаплах ӗлӗк матрос пулнисем те, хитре хӗрсене ӑсатма хӑҫан килӗшмен вара? — сӑмаха шӳтлӗн вылянтарса каларӗ Давыдов, хӗре хул айӗнчен ярса тытса. Дм. Чӑнлӑх каллех ӗмӗтсемпе улшӑнать, унтан чӑнлӑха астуса илни ӗмӗтсене тепӗр хут салатса ярать. Ҫынсенчен ютшӑнманскер, эпӗ халлапсене питӗ лайӑх каласа кӑтартма пӗлеттӗм, хам пурӑнӑҫра курни-илтнисем тата вуланисем ман фантазине пӑлхатсах тӑратчӗҫ. — Кун ҫинчен эпӗ шухӑшламан та вара? — тесе ячӗ Роберт. Акӑ унӑн канцеляринчен ҫыру килет. Управляющий Николай Петрович асӑрхаттарнисене хирӗҫ пӗрмаях: «каҫарӑрсам, паллӑ ӗҫ ӗнтӗ ку» тесе тавӑрнӑ, мужиксем ҫине ӗҫке ернӗ вӑрӑсем ҫине пӑхнӑ пек пӑхнӑ. Унтан вӗсем сывпуллашса уйрӑлчӗҫ. Ҫавна пулах эпӗ салтака кайма та юрӑхсӑр пулса юлтӑм. Каярахпа тата мана тӗрлӗ выльӑх-чӗрлӗхсем мӗн-мӗн кӑна туман пулӗ — шучӗ те ҫук! Ҫултан аташса кайса вӑл ҫурҫӗрелле, «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗпе» Диз юханшывӗнчен нумай аякка килсе тухнӑ. Пыйтисем кӗшӗлтетеҫҫӗ вара хӑйсен… тумтиррисем ҫинче ҫиелтенех чупса ҫӳреҫҫӗ! … Вӗсем пӗрре те лӑпкӑн лармаҫҫӗ, ялан кунта каласа памалла мар хӑвӑртлӑхпа чупса сиккелесе ҫӳреҫҫӗ. Елена унпа сӑмах хускатма хӑтланса пӑхрӗ, мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, унран каҫару ыйтрӗ… — Юратмаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн иртнӗ пурӑнӑҫӗ ҫине сурнӑ ҫеҫ темелле, вара урӑх нимӗн ҫинчен шутламасӑр юлташӗсемпе ирӗклӗхре пурӑнма тытӑннӑ, хӑйӗнни пекех ун юлташӗсен ҫӳлти ирӗк тӳпесӗр тата чунри яланхи савӑнӑҫсӑр пуҫне тӑвансем те, нимле кӗтес те, ҫемье те пулман. Манӑн ку йывӑҫ ҫинчен хӑвӑртрах тарас килчӗ, анчах анма хӑрарӑм. Старике хирӗҫ кӗтмен ҫӗртенех хӗрӗсем тата арӑмӗ сиксе тӑчӗҫ. Ҫапла вара Корчагин иккӗмӗш хут килнӗ кунах ҫемье пӗр-пӗрне курайман, пӗр-пӗрке тӑшман вырӑнне хуракан икӗ пая уйӑрӑлса тӑчӗ. — Бушприт вӗҫӗ ҫине тинкерӗр. Куратӑр-и, ун умӗнчи пӗлӗтсем ҫинче хура пӑнчӑ пур? Ӑҫта илсе пыма пултараҫҫӗ-ха вӗсем, унашкал иртӗнсе хӑтланнисем? Ҫаванпа та эпе сӑпайлӑн кӑна:— Нимех те ҫук унта, кӑмӑл туртмасть. Хӗвеле сӑнакан ӑстасем протуберанецсене пӗр чарӑнмасӑр йӗрлеҫҫӗ, вӗсен шучӗсене ҫыраҫҫӗ, юри хатӗрленӗ аппаратсемпе ӳкере-ӳкере илеҫҫӗ е кинопа кӑтартмалла тӑваҫҫӗ. Мӗнле пуҫтарӑнать-ха пӗлӗтсенче ҫавӑн чухлӗ хӑват? Пиллӗкмӗш секундра Денни пичӗпе аялалла ҫавӑрӑнса выртнӑ; ҫиччӗмӗш секундра вӑл хӑрах чӗркуҫҫи ҫине тӑнӑ, тӑхӑр секунд хыҫҫӑн, вунӑ секунда ҫитиччен, вӑл ура ҫине тӑма хатӗрленнӗ. — Мӗн, — пурне те… пӗри те хӑвӑн шухӑшусем мар, ют шухӑшсем… Питҫӑмарти вара йӑл кулмарӗ… Ҫук! ун ҫинче сассӑр та ҫав тери ырӑ кулӑ выляса тӑчӗ. — Нумайччан кӗтсе тӑмалла пулӗ апла сирӗнГек хуйхӑрса ҫула тухса кайрӗ. Эсир Александра Ивановнӑна манасшӑн пултӑр, мӗншӗн тесен ӑна хӑвӑр ҫумра илентерме шел сире… Кунта япӑх пулать ӑна, тетӗр. Вӗсене вӑл тӳрккес те чараксӑр сӑмахсемпе калаҫнине илтсе пӗлнӗ, ҫав сӑмахсем ӑна кӑмӑлсӑр пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем ӑша ҫунтарса тӑракан пӗлескиленлӗхе ҫуратнӑ; унӑн сӗмленӗвӗ тӑрӑшсах ӗҫленӗ, анчах та вӑл ҫак япалана хӑйне ӑнланмалла сӑнлӑхсемпе ниепле те ӑнкарма пултарайман. Пур ҫӗрте те пулнӑ ӗнтӗ. — Сирӗн салтакӑрсем ӑҫта? Фронта, атте патне… телеграмма эсӗ ярса панӑ вӗт? Ман пата ҫӑраҫҫипе квитанци ярса патӑн, ҫапла-и? Эсӗ, тет, мирпе ҫыхӑну тытассинчен тасалма тивӗҫ: салтакпа пӗрле ан ӗҫ, тутарпа пӗрле ан ҫи. Прерире хаваслӑн калаҫса шавлани илтӗнсе тӑнӑ. Гаврила ҫаплах чунне уҫса парса пӑшӑлтатрӗ: — Мӗн шутланӑччӗ эпӗ? — Пур пӗрех кӗтетпӗр, куҫ тӗлне ҫитиччен вырӑнтан та тапранмастпӑр, — терӗ Огнянов. Ҫырса та пӑхнӑ, ҫапла. — Сана, Давыдов, кам унашкал правасем панӑ? Вут ҫути, лӗп-лӗп туса, таврари ҫавракана та, ҫӳлелле те ҫутатрӗ. Ҫавӑнтах вут ҫути ҫине таҫтан шап-шурӑ кӑвакарчӑн вӗҫсе пычӗ. Мӗн кӑна ҫук манӑн? Вӑл месерле ҫаврӑнса выртрӗ те аллине пуҫӗ айне хучӗ. Вӗсен телескопӗсем пахалӑх тӗлӗшпе пирӗннинчен нумай иртсе каяҫҫӗ. Тибет сӑрчӗсем ҫинче те ҫавӑн пекех. Кордильер тӑррисенче те эпир пӗлменнисем нумай-ха. Тӗрме вырӑнне шутланакан ҫак пӳлӗм айӗнчи тепӗр пӳлӗм, чӑн-чӑн чӳл михӗ пулнӑ. — Ҫапла ҫав, выртать. Анчах Увар Иванович куҫхаршисене те сиктерсе илмерӗ, Елена ҫине ҫаплах тӗлӗнсе пӑхса ларчӗ. Каналсем пуррипе килӗшменнисем хӑйсен шухӑшӗ тӗрӗс пулнине пӗлтерес тесе, каналсем вӑтам телескоп витӗр ҫеҫ курӑнаҫҫӗ, чи вӑйлӑ кӑтартакан телескопсем каналсене мар, тӗрӗс мар тӗксӗм пӑнчӑсене палӑртаҫҫӗ, тенӗ. Хӑш-пӗр хӑраман ҫынсем чӳрече витӗр пӑхрӗҫ. — Эхер эпӗ ыран чирлесе ӳкес пулсан, сана савӑк пулать-и вара? — терӗ Валахина г-жа, асӑрханусӑр йӑл кулса. Господа! Эпир анчах — ӗҫрен ӗҫ пултӑр тесе, ӗҫе юрататпӑр, пурнӑҫ йӗркине юратнипе — ӗҫе хаклатпӑр. Эпир, эпир кӑна вӑл — пурнӑҫа тата йӗркене юрататпӑр! — Ҫук, Глиновӑран… Эпӗ хӑҫан та пулсан… Ӗҫӗ хӗлле пулнӑ, ҫӗрле, тӑман пулнӑ, ҫынсем пурте — кӗрӗксемпе, васканӑ хушӑра ӑҫтан паллас-ха: хӑшӗ купец, хӑшӗ дьякон — палласа илме хӗн вӗт? Ку хӑйне йӗркеллӗ тытни мар ӗнтӗ, килӗшӗр. Ҫулӗ ҫывӑх мар, тусанлӑ тата — ҫук-ҫук, ҫуран ямастпӑрах сире! Ирхине Андрей каясса пурте пӗлнӗ, ҫапах та вӑл ытла сасартӑк, кӗтмен ҫӗртен каять ӗнтӗ. Ежов Фома ҫине, куҫне хӗссе, тинкерсе пӑхса илнӗ те:— Санӑн хальхи ыйтӑвупа ӗнер ху мӗскер авӑрнине шайлаштарсан, сисетӗп, тусӑм, эсӗ те савӑнӑҫлӑ пурнӑҫран мар савӑнатӑн иккен… — тесе хунӑ. Касьян ӑна пӑхса куҫпа виҫсе илчӗ; вӑл ӑна хӑяккӑн тӑрать. Унта мӗн пурӗ икҫӗр хӗрӗх ҫын ӗҫлет! Эпӗ, Киш, ҫапла каларӑм! — Сибарит, — терӗ те Евдоксия, кулса ячӗ. (Вӑл кулнӑ чухне унӑн ҫӳлти шӑлтунисем курӑннӑ.) Икӗ куҫ шӑрҫине те сӑмси вӗҫнелле пӑрса, ученӑй, пысӑклатакан кантӑк витӗр пӑхнӑ пек, шӑнана сӑнама тытӑнчӗ. Пӗррехинче ӑна ҫак хӗрарӑм «Хисеплӗ Мария Васильевна» тесе пуҫланакан ҫырӑва вуласа парать. Ҫывӑхрах юханшыв пур иккен — акӑ мӗн лашана васкаса чуптарчӗ. Ку вӑл пӑхмалли приборсен ҫитменлӗхне пӗлтерет. Вӑл ӗнтӗ ман пуҫа ҫунтарать. Тен, лартмӑп та. Питне хупласа, хытӑ макӑрса ячӗ. (Каланӑ май вӑл вӗсене шут шӑрҫисем ҫине хурса пычӗ.) Эсир пӑхӑр кӑна, ту хушӑкӗ хӗррипе вӗсем мӗнешкел симметриллӗ лараҫҫӗ. Ун питӗнчи савӑнаҫлӑ кулла такам йӗпе мунчалапа шӑлса тасатрӗ тейӗн! Питне пӗркелентернӗ, хӑюллӑ, хӑйне пуҫлӑх пек тытакан карчӑк тӳрех ун патне утса пычӗ. — Ҫӗр ҫӑттӑрччӗ ӑна… — ним тума аптраса пӑшӑлтатрӗ Ҫӑрттан мучи. Алӑкӗ усаллӑн чӑрӑлтатса илчӗ. — Ҫӗрмен, сволочь, — вӑрҫса илчӗ Павел. Карчӑк, кӑтарт-ха учителе ӑҫта пытанмаллине. Эх, ҫатӑртатса кайрӗ вара! — Хӑвӑр ирӗкӗр, — терӗ вӑл. Геркулес, хӑйӗн сарлака аллаппипе Джека икӗ уринчен тытса, аллисене малалла тӑсса, палуба тӑрӑх арҫын ачапа циркри атлет пек ҫӳрет. Эпӗ унта юлма пултараттӑм, анчах кӑмӑл туртмарӗ. Кун пек усал ҫанталӑкра вӗсем кайнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. Егорушка халь ӗнтӗ ҫывӑхран лайӑх курчӗ: унӑн куҫӗсем тӗссӗр те хӗсӗк иккен, пичӗ те тӗссӗр пек, сарӑхса ларнӑ, чирлӗ, янахӗ вара хӗрлӗ, хытӑ шыҫнӑн туйӑнать. Паровоз кабинкин чӳречинчен Брузжак пӑхать. Питӗ усӑллӑ кӗнеке… Тепӗр чух ӗнтӗ ҫак сывлӑхран йӑваш хӗрарӑм ҫакнашкал кансӗр ҫула чӑтас та ҫукчӗ пулӗ. Мелник тӳрре тухас майлӑ тем мӑкӑртатрӗ те пуҫне ҫӗрелле усрӗ, арман ҫурчӗн тӗпелне, Марийка ҫывӑракан енне, пӑшӑрханса пӑхса илчӗ. Ытарайми каҫ! Мӗнле эсремет пирки калаҫатӑр эсир? Вӑл сасартӑк кулма чарӑнчӗ те ман ҫинелле хӑранӑ куҫне ҫавракан тавӑрса хучӗ. — Питӗ лайӑх пулчӗ. Поднебеско унпа килӗшрӗ, ним те чӗнмерӗ; виноград туса илес ӗҫе вӑл пӗлсех ҫитереймест-ха. Ҫавӑн чух сана, туршӑн та, дворец парӑпӑр, — шӳтленӗ пек те, темрен йӗрӗннӗ пек те, аллине сулчӗ Корытов. Анчах таврара пӗр сас-чӳ те ҫук. — Ҫаплипех, ун патӗнче. Миссис Элен, эпӗ ӑна хытӑ юрататӑп, ӗмӗрне сиксе ӳкмен майор, Джон капитан та, господин Паганель те тата «Дункан» ҫинчи пур матроссем те, пурте маттурскерсем, юратса тӑраҫҫӗ!.. — Тӗп-тӗрӗс, господин капитан. — Хӗне ӑна, Денни, хӗне ӑна! — тесе кӑшкӑрнисем илтӗннӗ. — Ытла та тӗлӗнмелле-ха ку. Унӑн пасарӗсенче сулланса ҫӳрекен, унӑн стенисен ҫумӗнче палаткӑсем карса пурӑнакан нумай-нумай йӑх хушшинче халӗччен никам курман-илтмен ҫынсем курӑнма пуҫлаҫҫӗ. — Хуралта мӗнле ҫынсем? Темӗнле саманта пула (кунта ӑна чавнӑ кайӑксем-и, е ӑна йӗри-тавра явкаланса илнӗ майӗпен ӳсекен курӑксем айӑплӑ-и тен), вӑл, ухӑ йӗппи пек, тӳп-тӳрӗ чӑсӑлса выртать. Унӑн урисем пӗр еннелле кӑтартаҫҫӗ, аллисем, шыва сикме хатӗрленнӗ ҫынӑнни пек пуҫӗ ҫине ҫӗкленӗскерсем, тепӗр еннелле кӑтартаҫҫӗ. Вуникӗ сехет утса, ушкӑн кунне пилӗк е ултӑ миля кайма пултарать тесе Гаррис тӗрӗсех каларӗ иккен. Темӗнле хурлӑхлӑ ӗҫ пулчӗ пулмалла, анчах та вӑл ӳпкелешӳ мар, тарӑху ҫуратрӗ. Ун хыҫҫӑн пӑшалпа ҫине-ҫине кӗрӗслеттерчӗҫ, тӗттӗме пула ӑна пульӑ тивмерӗ. — Ку, ман шутпа, йӑрӑмлӑ кит, капитан, — хуравларӗ Дик Сэнд. Апат вӗҫленнӗ тӗле тӗттӗмлене пуҫларӗ. Мӗнле инкек килсе ҫитнӗ-ши уншӑн? Эсӗ вара хӑть вилсе кай, анчах та ташла.. Начар-и, лайӑх-и, анчах ман пӗлес килет. Хамӑн ватӑ пурнӑҫра эпӗ, вӗсенчен ниепле паккӑҫ та кӗтместӗп, анчах ҫамрӑк хӗрарӑмсемпе хӗрсем ҫине пӑхма та пултараймастӑп! Киле тавӑрӑннӑ май, вӑрман улпучӗн ҫурчӗ тӗлне ҫитсен, хуллентерех ута пуҫларӗ. Эпӗ халӑх хыҫҫӑн утрӑм. Джима мӗн тӑвӗҫ-ши — ҫавна пӗлес килет манӑн; ватӑ тухтӑрпа Сайлас тете Том хыҫҫӑн пӳлӗмсене кайрӗҫ. Унта та, кунта та ик енӗпех ялсем курӑна-курӑна кайнӑ, пӳртсен чӳречисем ҫинче тата улӑм ҫивиттисем ҫинче хӗвел вылянӑ; симӗс йывӑҫсем хушшинче чиркӳ хӗресӗсем йӑлтӑртатнӑ, ҫил арман ҫунаттисем юлхавлӑн ҫаврӑннӑ, завод мӑрйинчен хура тӗтӗм явӑнса хӑпарнӑ. «Каларӗ». — Кирек хӑш ученӑя та сӑмсаран шӑлӑпӑр… антив, выҫҫисем вӗренччӗр, мана кирлӗ мар… Чӑнах та Руҫ ҫӗрӗ ҫинче ҫичшер ҫухрӑма ярса пусакан Илья Муромецпа Соловей Разбойник пек пысӑк-пысӑк ҫынсем тата вӗсен улӑпла лашисем пӗтмен-ши вара? Унӑн чӗринче ӳпкелешни таврашӗ пулмарӗ; вӑл турӑран: мӗншӗн каҫармарӑн, мӗншӗн хӗрхенмерӗн, ма сыхламарӑн, айӑпӗ пулчӗ пулсан та, мӗншӗн айӑпӗнчен пысӑкрах наказани патӑн? тесе ыйтма хӑяймарӗ. Эпӗ итлеме пуҫларӑм. Пӗр сасӑ та палӑртмарӗ унӑн браконьер уттине, пӗр турат та ҫатлатса хуҫӑлмарӗ унӑн пушӑт постол сырнӑ ури айӗнче. Янах айӗпе сӗлтсе ыйтрӗ: — Маша, эсӗ мӗн унта тӑратӑн. Тӗлӗнмелле, тӗрӗс пурнӑҫра та, тӗрӗс марринче те мӗн тери пӗрпеклӗхсем пулаҫҫӗ! Эпӗ аван ӗҫе тытӑннӑ, санӑн ырламалла, мана пулӑшмалла, а эсӗ ху хирӗлетӗн. Эсӗ, тен, ҫапла ыйтатӑн пулӗ: ракета Ҫӗр ҫинчен иккӗмӗш космически хӑвӑртлӑхпа (секундра 11,2 км, сехетре 40 пин км. ) кайнӑ пулсан, Уйӑх патне, 370 пин километра, мӗншӗн вара вӑл 9 сехет ытларах мар, 34 сехет хушши вӗҫнӗ? Кунта Ҫӗр туртӑмӗ ҫинчен манма юрамасть. Унта-кунта сӑрӑ, ҫара мӑйлӑ хир чӑххисем тӳпене вӗҫе-вӗҫе хӑпараҫҫӗ. — Пӑч-пӑч чӑпар мустанг. Сивцев-Вражека Валя та темиҫе хут кӗрсе тухрӗ, ун чухне вара пурте, хӑйсен ӗҫӗсене пӑрахса, вӑл Кирӑпа епле савса пӑхнине сӑнатчӗҫ. Сӑртлӑхран инҫех те мар ҫак пӗчӗкҫӗ юханшыв кӳлленчӗк пулса выртать; вӗри хӗвел пайӑркисем тата хӗрсе кайнӑ тӑпра ӑна ӗмӗтсӗррӗн ӗмеҫҫӗ те унӑн пӗтӗм вӑйне пӗтерсе лартаҫҫӗ; анчах кӑшт леререх кайсан вӑл, ахӑртнех, тепӗр ҫавнашкал пӗчӗкҫӗ юханшывпа пӗрлешет пулмалла, мӗншӗн тесен сӑртлӑхран пӗр ҫӗр утӑмра анатра ҫӑра та ешӗл хӑях ӳсет — кӳме ҫывхарса пынӑ чухне ҫав хӑях хушшинчен вӑрӑм сӑмсаллӑ виҫӗ шур качаки ҫуйхашса вӗҫсе тухни курӑнчӗ. Тӑраниччен ҫывӑратӑп, хамӑн ватӑ шӑмӑсене хӗвел ҫинче хӗртетӗп, вара — Дубцов патне хӑнана, пӑтӑ ҫиме. — Ик каҫран Мускава ҫитетӗн, хӑвӑрт ҫӳрекен поезд пиллӗк те хӗрӗх минутра килет». — Эпӗ сана пӗтӗмӗшпех ӑнланаймастӑп, — хушса хучӗ Аркадий: — санӑн кӳренмелли сӑлтав та ҫукчӗ пек-ҫке. — Корчагинсем патне пулас. — Валя тухса кайма хатӗрленнӗ Климкана ҫаннинчен тытса чарчӗ. Никам та, тӑванӑм, ытах та ӑслӑ ҫын пулсассӑн, хӑйне убытка тӑвасшӑн ӗҫлемест… Вӑл Павела тем каласшӑн пулчӗ, анчах каламарӗ, ун вырӑнне аллипе ҫеҫ сулчӗ. Тискерлӗ улашу, ӳхӗрешӳ. Ӑна ҫӗнӗ обмундировани пачӗҫ, аслӑ тухтӑрӗ вара, хӑйӗнпе малтан тавлашкаласа илме тиврӗ пулин те, сасартӑках кӑмӑлне уҫрӗ, сывпуллашнӑ чух вӑл Андрее пӗр стакан эрех тыттарчӗ. Мӗншӗн-ха вӑл Уҫӑпшӑн никамран ытла хуйхӑрать? Вӑл чӗрӗ шуйттан пулас пулсан та, ӑна каҫарттармалли петици ҫине алӑ пусма тата хӑйсен нумай шывлӑ запасӗсенчен ҫав петици ҫине куҫҫуль тумламӗсем тумлатма хатӗр пулакан тӑмсайсем ҫителӗклех тупӑнаҫҫӗ пулӗ. Брузжак чи хӑрушӑ ӗҫе хутшӑнса туса пынӑ пулнӑ. Вӑл ҫав поляксен штабӗнчи радиотелеграфистсемпе паллашнӑ пулнӑ, ҫыхӑну тытма уезда та яратчӗҫ: ухтарнӑ чухне ун патӗнче икӗ граната, пӗр браунинг тупнӑ. Унтан вара Ерофей Кузьмич ҫине кӑшт кӑна пӑхса илсе, ҫапла хушрӗ: — Ӗҫ. Хӗрарӑм вӑл пирӗншӗн выҫӑ шӑнасене илӗртекен пыл пекех. Сӑмах май каласан, ӳте ҫапла тӗрлесе пӗтерни мӗнле ҫын пулнине кӑтартнисӗр пуҫне унӑн ӳтне кансӗрлӗхрен те хӑтарать, мӗншӗн тесен вӑл ҫын ӳтне тӗрленипе шӑна-пӑван ҫыртнисене те туйми пулать. Ҫывӑрнӑ чух, хытса ларнӑ шӑмшакне кантарас тесе, вӑл ҫурӑм ҫине ҫаврӑнса выртрӗ те лӑсӑллӑ хыр тураттисем витӗр тӗпсӗр тарӑн тӳпе ҫине пӑхма пуҫларӗ; тӳпере таса та кӑпӑш, ылтӑн хӗрриллӗ шурӑ пӗлӗтсем васкавлӑн шуса иртнӗ. Ривэра хӑй мӗншӗн кӗрешни унӑн пуҫ мимминче хӑрушшӑн ҫунса ҫуталса курӑннӑ. Аренӑн кӗтессинче пӗр-пӗччен хӑйӗн чее тӑшманне кӗтсе ларса, вӑл вӗсене сарлака куҫӗсемпе тахҫан авал курнӑ пек пӑхса ларнӑ. Тата мӗн? — Туршӑн та! Смурый тата ун ҫине вӑрт пӑхса илчӗ те:— Кай аяккалла, ухмах! — тесе ҫынсене хӑйӗн хырӑмӗпе тӗртме пуҫларӗ. — Эпӗ — старик, — тенӗ вӑл, — хамӑн вӑрӑм мар вӑхӑтӑма чӑнлӑхсӑр та пурӑнса ирттерӗп. Манӑн гренадер тӗллерӗ те… бах! персе ячӗ, тивертеймерӗ, — тарӗ ҫеҫ хыпӑнса илчӗ. Анчах пӑра сутӑн илме пуриншӗн те темӗнле аван мар пек пулчӗ, Даша инке вара пӑр вырӑнне йӗпе алшӑлли хума шутларӗ. Шхуна май килнӗ таран ҫиле хирӗҫлерех пырать. Халӗ леш пӳлӗме уйӑрса тӑракан ҫӳхе хӑмаллӑ стена ҫумне хӑй хӑлхине пырса тытрӗ. Том, ҫакна йӑлтах курса тӑраканскер кашӑк ҫинчен астуса илчӗ те:— Ҫук, унпа нимӗнле япала та парса яма юрамасть, — терӗ, — вӑл шанчӑклӑ ҫын мар. — Санне каллех пит-куҫна пӑсса янӑ пулас? Халӗ вӑл ӳт-пӳсем пурнӑҫри ӗҫрен пӑрӑнса каяҫҫӗ, ӗҫлеме килӗшмеҫҫӗ, хӑйсемпе пӗрле хӑйсен вӑйӗпе усӑ курмалли, ӑна хыпса ямалли майсене илсе каяҫҫӗ. — Кайран, сирӗн ачасем пулсан — эпӗ те сирӗн пата пырӑп, вӗсене пӑхса пурӑнӑп. Экзамен чиперех иртрӗ, халӑх пит кӑмӑллӑ ларчӗ. Вӑрманта пушар тухнӑ пекех, рубеж тӑршшӗпех ҫулӑм ялкӑша-ялкӑша илет, усал сӗрӗмлӗ тӗтӗмсем мӑкӑрланаҫҫӗ. Ыйтнӑҫемӗн секретарь Воропаев ҫине ҫиленнӗ пек те шанчӑксӑррӑн пӑхрӗ, куҫӗсенче те, унӑн мӗнпур сӑнарӗнче те чӗрре кӗрсе каясран шикленни палӑрчӗ. Гусев анма пуҫларӗ. Акӑ ӑна, паллах, асӑрхарӗҫ. Тӳремрен ултӑ ҫунатлӑ, йӑлтӑркка ҫар карапӗ ҫӗкленчӗ те — хӗвел пайӑркисенче чӗтрене-чӗтрене сӗвеккӗн вӗҫет. Ман ҫине вырӑсла кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Ӗнтӗ ҫуркунне ҫывӑхарса килчӗ, юр ирӗлчӗ, вӑл ирӗлнӗ май ун айӗнче пытанса выртнӑ пылчӑкпа хӑрӑм ҫиеле тухса пычӗ. — Мӗншӗн кирлӗ вӑл сана? — Мӗн мур проповедникӗ вӑл! Ултавҫӑ вӑл, пӗтӗмпех суять! Фома чӗнмесӗр итленӗ. Эпир хӑй ҫинчен те хӑшне-пӗрне пӗлетпӗр! Ҫав вӑхӑтра ӑна ун умӗнче темле ҫын пичӗ курӑннӑ пек туйӑнса кайрӗ. Кӗлет кӗтессисенче, тӗттӗм ҫӗрте, шӑшисем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, ирӗк вӗсене унта, арман кӑштӑртатса ларнӑ чухне те, час-часах, вӗсен чӗриклетнӗ сасси илтӗнет. — Чӗнсе кӗрт, — терӗ Лукашка. Хаким юлташӗсене ертсе килчӗ те вӗсем хӗрлӗ ҫӳҫлӗ майор ҫине ӳпкелешме тытӑнчӗҫ, вӗсене вӑл «пытарма кайнӑшӑн» виҫҫӗр грамм ҫакӑр пама пулнӑ та имӗш, кайран вӑл вӗсене «шӑхӑртса» хӑварнӑ, икҫӗршер кӑна панӑ. Анчах тӗнче уҫлӑхӗнче ҫаврӑнакан кометӑсен ҫулталӑкӗсем хӑшпӗр чухне Уранпа Нептунӑн тата Плутонӑн вӑрам ҫулталӑкӗсенчен те чылай иртеҫҫӗ. Ҫавна тӳсме мана питех те йывӑр пулчӗ. — Анчах ҫапах та юлташсем умӗнче аван мар, никама та ним каламарӑм… утатӑп хайхи. Пӑван ӑна карлӑк ҫинчен йӑтса антарчӗ. Лаши те, ҫынӗ те пуҫхӗрлӗ тӑрса пынӑ. Тӗлӗнсе кӑна хытса кайӑн, ку меслет Ярмолӑшӑн чи лайӑххи те чи вырӑнли пулчӗ, мӗншӗн тесен иккӗмӗш уйӑх вӗҫленнӗ тӗле эпир хушамата ҫырма хӑнӑхса ҫитрӗмӗр тесен те юрамалла. — Тен, эсир ӑна пичетлемелле тесе те калӑр? Дикарьсем перекен ҫӗмрен йӗпписем ҫитме пултарайман вырӑналла ишсе тухсанах (вӑл кун ҫанталӑк аван тӑратчӗ), эпӗ суранти юна лайӑх ӗмсе кӑлартӑм, унтан сурана яран-аран ҫыхса лартрӑм. Хуран тӗпӗнче, тен, ман валли те мӗн те пулин юлӗ. Эпӗ ӑна пӗтӗм чӗререн, чи таса та чечен юратупа юратрӑм. — Мӗншӗн эсир ҫав тери хуйхӑллӑ, доктор? — терӗм эпӗ ӑна. — Ҫакна пурте пӗлӗҫ. Тарас хӑйӗн чейне васкамасӑр кӑна, пысӑккӑн сыпа-сыпа, ӗҫсе янӑ та, стаканне Люба еннелле тӗртсе лартнӑ, унтан, йӑмӑкӗ ҫине пӑхса, йӑлт кулнӑ. Хӗре ку тата ытларах пӗлес килтерчӗ. «Сире эпӗ хисеплетӗп ӗнтӗ, — тейӗттӗм эпӗ амӑшне, — сире вара, Софья Ивановна, ӗненсемӗр, питӗ, питӗ хаклатӑп. Акӑ манан икӗ ывӑл, иккӗшӗ те ҫамрӑк ҫынсем. Пирӗн пичче илемлӗ те яка калаҫаймасть, халӑх нумай пухӑннӑ пулсан уйрӑмах тикӗс калаҫаймасть, ку вара лекторшӑн питех те хурланмалли ҫитменлӗх. Клюбер г-н кельнерпа тӳлесе татӑлнӑ вӑхӑтра — кельнера вӑл эрехлӗх пӗр крейцер та памарӗ — штраф пекки ӗнтӗ, — Санин офицерсем ларнӑ сӗтел патне хӑвӑрт утса пычӗ те, Джеммӑран мӑшкӑллакан офицер еннелле ҫаврӑнса (леш вӑл вӑхӑтра юлташӗсене черетпе Джемма розине шӑршлаттарнӑ), француз чӗлхипе ҫирӗппӗн ҫапла каларӗ: — Хисеплӗ государь, халӗ эсир мӗн туни хисепе тивӗҫлӗ мар. Эсир хӑвӑр мундир ятне яратӑр, эсир — начар вӗренсе ӳснӗ сӗмсӗр ҫын! — эпӗ сирӗн пата ҫакна калама килтӗм, — терӗ. Пӗр ҫирӗм студент ҫав нӗрсӗр калпаклӑ ҫын ҫине пӑхаҫҫӗ, сахалтарах пайӗ — куларах, пысӑк пайӗ — тинкерсе, хӑшӗ — шухӑшласа хурлӑхлӑнрах, — вӗсен куҫӗсем, лешин ҫунтаракан куҫӗсемпе танлаштарсан, ытла та яланхи пек курӑнаҫҫӗ. Савельич яланхи пекех мана ӳкӗтлеме тытӑнчӗ. — Сада эсӗ тирпейленӗ-и ӑна? Тӗлӗнмест вӑл ҫав тӗрлӗ нумай укҫа курнипе, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашниех пӗр тавлӑк хушши дежурить туса вӑтӑр-хӗрӗх тенкӗ «на чай» тупнине лайӑх пӗлсе тӑрать. Аллӑшар пусӑн, пӗрер тенкӗшерӗн пуҫтараҫҫӗ вӗсем. Кайран, ӗҫсе ӳсӗрӗлӗлеҫҫӗ те, картла ҫапаҫҫӗ. Санӑн ӑна юратса кӑна пурӑнас килет, анчах епле юратмалла-ха ӑна? Романьера мана никам та пӗлмест, — сире кашни шпионах пӗлет. Унӑн пит ҫӑмарти хӗрелсе кайрӗ. Яшӑ чухне эпӗ хамран ҫӳлерех хуракан ҫынсемпе ҫыхӑнусем тытма юратмастӑм, ҫав ҫыхӑнусем мана чӑтма ҫук тертлентеретчӗҫ, мӗншӗн тесен манӑн яланах хама кӳрентересрен шикленмеллеччӗ, хам никама та пӑхӑнманнине кӑтартса пама пӗтем ӑс тӑнпа тӑрӑшмаллаччӗ. Мӗскӗне паракантан ирсӗр ҫын ҫӗр ҫинче урӑх ҫук, ҫавӑн пекех — панине илекентен телейсӗр ҫын тӗнчере урӑх ҫук! Унӑн ҫак кунхине курнӑ тӗттӗм те киревсӗр ӗҫсене, хӑйӗн пуҫне пӗр тӗлсӗр хӑрушлӑхпа, намӑссӑр тискерлӗхпе пусса тӑракан ӗҫсене мӗнле те пулин ҫутӑ, ӑслӑ япаласемпе шайлаштармаллаччӗ. Скептиксем ку тӗлте те персе анӗҫ, хальхинче те иртнинче пӗр хут кӑна мар персе аннӑ пекех персе анӗҫӗ, — вӑл, тӗлӗшпе иккӗленме нимле сӑлтав та ҫук. — Кайрӗ кума, темӗскер тума! — тесе, аллипе сулса илнӗ Маякин. Ахӑртнех, Динго нумай кун ларнӑ пуль ҫак икӗ саспалли умӗнче! Мӗн те пулин кирлӗ-тӗк, яланах: «Наталья Савишнӑран ыйтса пӑхмалла», — тетчӗҫ, вара чӑнах та, кӑштах чакалансан, вӑл кирлӗ япалана тупатчӗ те: «Пуҫтарса хуни питӗ лайӑх пулчӗ» — тетчӗ. Вунтӑхӑр ҫынтан мӗн пурӗ те ҫичӗ ҫын кӑна тӑрса юлнӑ, вӗсем хушшинче — Иманус. Санбат вырнаҫнӑ вӑрмантан тухнӑ-тухманах вӑл, тӗлӗннипе, чарӑнса тӑчӗ; уй урлӑ — ҫурҫӗртен кӑнтӑралла — таҫта ҫитиех тем пысӑкӑш тӑм тӑпра валӗ тӑсӑлса выртать иккен, — ун пек валсемпе ӗлӗк авалхи крепоҫсене хӳтӗленӗ. Вокзал урлӑ хывнӑ кӗперӗн тимӗр карлӑкӗсем пӗҫерекен пуличченех хӗрсе ҫитнӗ. — Шӑллӑм темӗнле тӗлӗк тӗлленнӗ те, пӑшалӗ персе янӑ, — тетӗп. Анчах, хуть мӗнле пулсан та, тӑватӑ туса пӗр-пӗринчен уйӑрмарӗҫ. Ил-ха тата Иккӗмӗш Карла, Вунтӑваттӑмӗш Людовика, Вунпиллӗкмӗш Людовика, Иккӗмӗш Якова, Иккӗмӗш Эдуарда, Виҫҫӗмӗш Ричарда тата ытти хӗрӗх короле; авалхи корольсем мӗнле пулнӑ тата — англсем те, саксем те, нормансем те, вӗсем вӑрӑ тунӑ та хурах пуснӑ — ҫавӑ кӑна. Арсеналтан хуравларӗҫ: хушу ҫитнӗ, ҫар карапсем ҫине ларма пуҫланӑ! Вӑхӑт палӑртайми нумай иртрӗ. — Доктор… — калама пуҫларӑм эпӗ. Вӑл ҫунакан пӳртрен урасӑр старике сӗтӗрсе тухнӑччӗ, хӑй те кӑшт ҫеҫ ҫунса кайманччӗ. Снаряд ҫурӑлнисем ҫав-ҫавах лӑпланмарӗҫ, вӗсем ӳссех, сывлӑша чӗтретсех тӑчӗҫ. Ӑҫта кайса кӗмелле вара?» — тенӗ. Тӑр, тӑп тӑр! Анчах Мухортый Миките сӑмахӗсемпе лӑпланман, вӑл пӗртте канлӗн тӑман; урисене ҫӗклесе улӑштаркаласа пуснӑ, ҫиле майлӑ тӑрса, ҫуна ҫумне пӑчӑрӑнса Миките ҫанни ҫумне пуҫне хыҫкаланӑ. Пӑшал кӗпҫине тепӗр патрон чикме Дик Сэндӑн вӑхӑчӗ пулмарӗ. Пурне те куртӑм, пуҫӗсӗр пуҫне. Анчах кайран пуҫне те куртӑм, вӑл лашине ҫавӑрсан. Вара пурте хавассӑнах килӗшрӗҫ: — Валеҫ, Андрей! — Эсӗ унпа ташлатӑн-и мазурка? — тесе ыйтрӗ вӑл мӑнаҫлӑн, — вӑл мана ҫапла каларӗ… — Эй, турӑ! — Мӗн калӑп сире халь эп, Лена?.. Кӗлтисене вӑхӑтра турттарса кӗреймерӗ вӑл, унтан йӗпе-сапа пуҫланчӗ те вӗсем ҫӗмелтех шӑтрӗҫ. Хӑшӗ калать: пӑлхавӑшни вӑхӑтӗнче хамӑр хӗҫсене хатӗрлетпӗр, тет, тепри; Чулсем хушшинче темле кайӑк аран илтӗнмелле, хурлӑхлӑн йынӑшса ячӗ. Вӑл та питӗ кирлӗ ҫын, — ӑна ссылкӑна пилӗк ҫуллӑха янӑччӗ, анчах ссылкӑра вӑл виҫӗ уйӑх ҫурӑ кӑна пулчӗ. Итлӗр-ха, — калӑпӑр, эпӗ сире ҫапсан, сире унтан хамах суд тусан, епле шутлатӑр эсир… — О, эсир-и ҫак, мистер Кассий Кольхаун? Вӗсем ҫула май каякан бензовоз ҫине сиксе ларчӗҫ те, ял хыҫӗнчи уҫланкӑра тунӑ аэродрома кайрӗҫ. — Цензура сатирӑна мӗнле те пулин статьяран хӑвӑртрах пичетлеме ирӗк парать. Юптарса ҫырсан, вулакан ҫын, малтан пӑхсан шӳт пек туйӑнакан япалан чӑн-чӑн шухӑшне наука е экономика статьи шухӑшӗнчен ҫӑмӑлтарах ӑнланӗ. Кашни козак пуҫне икшер лаша илӗр. Унтан, темӗн-ҫке, уҫӑ та ҫӑмӑлскер, хӗвел пайӑркисенчен кӑшт кӑна йывӑртарахскер, ҫав ачашлӑха пит ҫинчен сирет те, лӗп сулхӑнпа уҫӑлтарса, чупса иртсе каять. Ура айӗнче хыттӑн шалтлатрӗ, аппарат ҫав тери вӑйлӑн силленет, — Гусев ларкӑчран ҫатӑрласа тытрӗ, куҫӗсем яриех чарӑлнӑ. Эпӗ хам сасса илтнипе тӑна кӗтӗм. Пӗррехинче Петр ывӑлӗ сарайра аппаланнине курнӑ: ывӑлӗ кивӗ валашка ҫумне тачка кустӑрмине майлаштарса лартма хӑтланса тӑнӑ. Старик граф енне ҫаврӑнса ун кӑкӑрӗ ҫинчи святой Людовик орденне вӗҫертсе илчӗ те канонир куртки ҫумне тирсе ячӗ. Ача чухнехи асаилӳсем пуҫне ҫавӑрса илчӗҫ унне. Ҫапла, эпӗ сире пӗр ӗҫ хушасшӑн: хӑнасене хамӑрӑн илемлӗ вырӑнсене кӑтартса ҫӳренӗ чух, виҫкелесе пӑхӑр — ӑҫта май килет, мӗн чухлӗ тата мӗнле. Ҫавӑн хыҫҫӑн эпӗ хам мӗн пӗлнине каласа кӑтартӑп, ҫавӑ вара ун сӑмахӗсене ҫирӗплетсе калани пулӗ тетӗп. Астрономсем тӗнче уҫлӑхӗнчи Ҫӗр ҫулне шутланӑ чухне, паллах, Юпитертан пулакан пӑлханусӑр пуҫне Уйӑхран, Венерӑран, Марсран тата ытти планетӑсенчен пулакан пӑлхава та шута илеҫҫӗ. Манӑн анне те ялан ҫапла калатчӗ. Пуринчен малтан вӑл пире ирсерен хӑйне сывлах сунма хушатчӗ. Ҫыврасса эпир вӑл выртакан кроватьрен пӗр-икӗ утӑмра урайӗнче выртаттӑмӑр. — Чӗнмесӗр ларасчӗ! — куҫӗсене хаяррӑн ҫиҫтерсе, кӑшкӑрса пӑрахнӑ Ананий. Экспедицинчи ученӑйсем пуҫӗсене сула-сула, тӗрлӗ теорисем шухӑшласа кӑлара пуҫларӗҫ. Вӑл Гленарвана сывлӑх сунса хӑварчӗ, хӑйӗн тарҫисенчен пӗри чӗлпӗрӗнчен тытса пыракан ытарма ҫук лаши ҫине сиксе утланчӗ, вара, кашнин аллине чӗререн чӑмӑртаса хӑварнӑ хыҫҫӑн, тусан мӑкӑрланӑвӗн ӑшне кӗрсе самантрах ҫухалчӗ. Кӗтеселле пӑрӑнса кеме те ӗлкӗреймерӗ вӑл, акаци тӗми хыҫӗнчен тӑват-пилӗк ача сиксе тухрӗҫ те, пуш витрисене чанкӑртаттарас мар тесе, асӑрханса пусӑ патнелле чупрӗҫ. Пурте вӗсем, ӗлӗк кунта ӗҫленӗскерсем, халӗ парти ӑшӗнчи кӗрешӳ вутне чӗртсе яма килнӗ. Тӗпӗр тесен, сирӗншӗн тем мар, хӑнӑхнӑ ӗнтӗ тусем тӑрӑх ҫӳреме. Ту йӑлине пӗлместӗр-и? Анчах та Мускава мӗнле ҫитсе ӳкмелле-ха? Ун пек чухне вара унӑн куҫ умне ывӑлӗн пулас пурнӑҫӗ ҫав тери илемлӗн курӑнса кайнӑ. — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! — тесе кӑшкӑрать вӑл. — Пӗлместӗп. Улӑм ҫинче ӑна выртма ӑшӑ, хӑйӑр ҫинче выртса пӑх-ха эсӗ! — Ҫук, эсӗ ӗнтӗ, тархасшӑн, хирӗҫлесе ан тӑр! Гарриспа Негоро Тепӗр кун ирхине Дикпа ун юлташӗсем юлашки хут вӑрманта ҫӗр каҫнӑ вырӑнтан виҫӗ мильӑра икӗ ҫын, маларах калаҫса татӑлнӑ пекех, пӗр пӗринпе тӗл пулчӗҫ. — Вара мӗн? Эсӗ пухура пӗрмай пӗччен пакӑлтататӑн, намӑса пӗл! — терӗ. — Итлӗр-ха, — кӗтмен ҫӗртенех сӗнӳ пачӗ ӑна Ольга. — Ку мана тӗлӗнтерет, — пуҫларӗ вӑл: — аппа сирӗнпе уйрӑммӑнах хальхи пек аван нихӑҫан та пулман: хӑвӑр малтан килнӗ чухнехинчен чылай аванрах вӑл сирӗнпе. Бойчопа телей курса пурӑнма пӳрмен иккен ҫав мӗскӗне! Вӑл темӗншӗн, хӑйӗн унта виҫӗ тӑванӗ, турра ӗненменскерсем, ҫавӑнпа мухтанаканскерсем, пурӑнни ҫинчен, вӗсенчен пӗри Гейдельбергра философи факультетне пӗтерни ҫинчен каласа пачӗ. Пӗрер минут пек вӑл питӗ тимлӗ итлесе тӑчӗ, унтан вараланчӑк сӑран чӗр ҫиттине юлхав пуснӑ чухнехи пек хыврӗ те каларӗ: — Акӑ мӗн, йӗкӗт, каяр-ха ман пата, пӗрер кружка сивӗ сӗт ӗҫӗпӗр, вара унта, сулхӑнра, калаҫса пӗтерӗпӗр. Муромски туртӑнса тӑма пултарайман, мӗншӗн тесен хӑйне хӑй вӑл ун умӗнче парӑмлӑ тесе шутланӑ, ҫапла вара Берестао киле питӗ чаплӑ тавӑрӑннӑ, вӑл мулкачӑ та тытнӑ тата хӑйӗн тӑшманне, аманнӑскере, тыткӑна илнӗ пекех ертсе пынӑ. Вӑл ӳркенсе хирӗҫ каларӗ: — Укҫана тӳрех пиншерӗн тыткаламалла пулсан, юратчӗ те пулӗ… Вӗсем килессине пӗлтерме тесе, Шубин малтанах тухса чупрӗ. Ун пек тунӑ пулсан, пӗри теприне чӑрмантарнӑ пулӗччӗ. Ӗҫессе Артамонов нумай ӗҫнӗ, анчах ӳсӗрӗлме вӑраххӑн ӳсӗрӗлнӗ, вара пуҫран тухма пӗлмен, йӑлӑхтарса ҫитернӗ салху шухӑшсем ҫав тери час пӗтменшӗн, Таисьйӑн хаяр, тутлӑ эрехӗсем ӑшӗнче путманшӑн тарӑхнӑ. — Ҫук, ҫуран мар, ман ватӑ кӗсре унта; эпӗ ӑна йывӑҫ ҫумне кӑкартӑм. Ҫавӑн пек кӑтартусем парсан, юланутлӑ ҫын карета патнелле кайрӗ. Ку вӑхӑтра Пойндекстер надсмотрщикпе пӗрле кирлӗ пек ӗҫсем тума хушса ҫӳрерӗҫ. Вӗсенчен хӑш-пӗрисем пит чее меслетсемпе усӑ курнӑ. Анчах вӑл пӗрех те ССР Союзӗн Конституцинчен Союзлӑ республикӑсен прависен пӗртанлӑхӗ ҫинчен калакан статьяна кӑларса пӑрахмаллине пӗлтермест. Пӗр юрӑхсӑр ҫынсемшӗн кӑна… Финанс пайӗн хаклӑ япалисене округа куҫарма хушатпӑр, налог укҫине те хӑвӑр патӑрта тытса ан тӑрӑр. Вӑл, вӗри кӑмака тенӗ пекех, еретикле ҫилӗпе тулса, хӗрсе пырать… Ҫак икӗ пӗчӗк ҫарӑн кашнинех хӑйӗн чӗри — Ҫулпуҫӗ пур: роялистсен — старик, республиканецсен — ҫамрӑк ҫын. Пӗр енчен — Лантенак, тепӗр енчен — Говэн. Пӗр минута та сая ярас мар! Свидетель хӑй камзулӗн тарӑн кӗсьи ӑшне аллине чикет те унтан хуҫӑк такан туртса кӑларать. Аса илчӗ! — икӗ хутчен хӑй ӑшӗнче каларӗ амӑшӗ, ҫак шухӑш унӑн чӗрине хускатрӗ. — Эсир хӑвӑр пӗлместӗр пулать ӗнтӗ, сударь! Революци сиввӗн сывласа ячӗ те, мӗн пурне халиччен курманла кисретме, айӗн-ҫийӗн ҫавӑрма, Яков Лукичӑн ури айӗнчи ҫӗре чӗтретме тапратрӗ, анчах вӑл аптраса ӳкмерӗ. — Сана тивет? Ах, чӑн та, эсӗ — аппӑшӗ. — Мӗн каларӑр эсир? Орёл патӗнче нимӗҫсем сывлӑшра уйрӑмӑнах «активлӑ» пулнӑ. Ҫак кун истребительсен пӗтӗмпе ҫичӗ боевой вӗҫев тума тур килнӗ. Ракетӑна тахҫанах чарса хӑвӑрт вӗҫмелле мар тунӑ пулин те, унӑн хӑвӑртлӑхӗ ҫаплах питӗ пысӑк-ха. Джонни тӗлне ҫитсен вӑл чарӑнчӗ, унтан ӑна аллинчен тытса, машинӑран пӗр утӑм чакарчӗ те аллине вӗҫерсе тӗлӗнмелле сасӑпа: — Мӗнле ырхан ача! — терӗ. Шериф-ага ытла васканипе Огнянова мӑнастире кӗнине кам курнӑ, вӑл мӗнлерех тумланнӑччӗ тесе ыйтса пӗлме асне те илеймерӗ, таркӑн галерейӑрах пытаннӑ терӗҫ те ӑна, вӑл унта та ухтарма тытӑнчӗ. Ӗҫе хам тӗрӗслесе тухмасӑр та, французӑма сана парса ямастӑп. Кирек епле пулсан та, сирӗн преосвященство, ман патӑма килсе курнипе, эсир мана пысӑк чыс турӑр. Анчах, тен, эсир ҫакна та христиансен кӑмӑлне пула тунӑ? — Эпӗ вунӑ утӑм чакмалла тесе шутлатӑп, — тавӑрчӗ Павел Петрович икӗ пистолетне те парса. Унтан гипнотизерпа френолог1 килсе тухрӗҫ, вӗсем кайнӑ хыҫҫӑн тата кичемрех пулчӗ. Акӑ вӑл хӗрӗ валли улма илсе таврӑнать; вӑл ӑна мӗнле ҫиесси ҫинчен, ыран каллех лавсем пыракан порта каясси ҫинчен шухӑшласа утать, ытла выҫса ҫитнӗ пирки, ытти ҫинчен шухӑшламарӗ те вӑл. Анчах ахалех пулчӗ! Горевӑн ҫул ҫинчи юлташӗ те, Божидар Войнович, историк иккен. Лешӗ ун патне пырать те: «Эсир пуҫ тайса саламламан пулсан, эпӗ сире ҫиленмен пулӑттӑм, анчах мӗншӗн манран пӑрӑнтӑр-ха? Иван Иванович: «Гм!» ҫеҫ терӗ. Эпӗ кимӗ ҫинче ҫывӑрса ҫӗр каҫрӑм, ирпе каллех утрав ҫине кайрӑм, ҫичӗ сехетре Ҫӗнӗ Голландин кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ ҫыранӗ ҫине пырса тухрӑм. Ним те ӑнланмастӑп! Хӗненӗ, ачам! Ҫук, Володя манран аслӑрах; эпӗ пуринчен кӗҫенни, ҫавӑнпа тарӑхтарать те вӑл мана. — Лар. Кам та пулин килмест-и тесе, сыхланса ҫавӑрӑнса пӑхса, вӑл мана ыталаса илет, пӗтӗм чӗререн калать: — Эсӗ кунта мар пулсан, эпӗ килес ҫукчӗ кунта, — мӗн тума кирлӗ мана вӗсем? — Вӗсем хурама патне ҫитсен, харӑс пемелле! — хушрӗ Огнянов. Ҫав халӑхӑн хӑйне манерлӗ пуҫ кӗмеллӗх тӑваткал шӑтӑк хӑварса клеткӑллӑ материрен ҫӗленӗ анлӑ плащ «пончо» тата вӑрӑм кунчаллӑ сӑран атӑ пур, — ҫаксене тӑхӑнса ярсан, Паганельпе Роберт чуть ҫеҫ ташласа яраччӗҫ. Тӗттӗмленсех пырать. Хӗр аллисене минтер ҫине хучӗ, аҫа ҫури вара ҫӑварне карса, питҫӑмартийӗпе ҫав алӑсем ҫумнелле сӗрӗнетчӗ Хӗрӗ мӑнтӑртарахскерччӗ, хура яка платье тӑхӑннӑччӗ; унӑн тӑрӑхларах пичӗ тӑрӑх вӑраххӑн куҫҫулӗ юха-юха аначчӗ; йӗпе те кӑвак куҫӗсем, ниҫталла пӑрӑнмӑсӑр аҫа ҫурин пичӗ ҫине, шӗвӗр шӑммисем ҫине, шӗвӗрленсе кайнӑ пысӑк сӑмси тата хура ҫӑварӗ ҫине пӑхатчӗҫ. — Бэла, пӑх-ха, — терӗм эпӗ, — санӑн куҫу лайӑх курать, мӗнле джигит ҫав, кама тӗлӗнтерме килнӗ вӑл кунта?.. — Астӑватӑн-и… Пӗр ученӑй ҫапла сӗннӗ: миллион мӗн иккенне пӗлес тетӗр пулсан, ҫӗр штук пысӑк хут листи илӗр те кашни листа ҫине вуншар пин хура пӑнчӑ (ҫӗршер йӗрке, кашни йӗркере — ҫӗршер пӑнчӑ лартӑр. Анчах эсир ӑна ӑҫтан пӗлетӗр? Сирӗн ӑна курма май килес ҫук. Чуб кӑштах шухӑшларӗ те ҫӗлӗкӗпе пиҫиххи ҫине пӑхса илчӗ: ҫӗлӗкӗ тӗлӗнмелле чаплӑ, пиҫиххийӗ те унран каях мар вара, Солоха хӑйне улталанине аса илчӗ те татсах каларӗ: «юрӗ! евчӗсем яр!» Эпӗ Луизӑна кӗттерсе тӑратма пултараймастӑп.Манӑн шухӑшласа тӑмалла мар. Эпӗ ҫурт тума… — Ҫӑраҫҫине пар-ха, мана, — терӗ анне. Ҫӑра часах уҫӑлмарӗ, анчах анне ӑна уҫрӗ те, самантрах арча хуппине ҫӗклерӗ. Аҫу-аннӳ ҫук-и? — Кама илсе килчӗ турӑ? — ыйтрӗ старик, килнӗ хӗрарӑма паллама кӑлӑхах тӑрӑшса. Мӗскӗн хӗрача, тинӗсе сикесшӗн пулнӑ пек, тайкаланса карлӑк ҫине уртӑнчӗ. — Ҫавӑнпа ку вырӑнтан лашасен йӗрӗсем ӑҫталла кайнине тупас пулать. Санран эпӗ укҫа пӗр пус та илместӗп; карчӑк ман сана мӗнле юрамаллине, ӑҫта лартмаллине пӗлмест, ҫӗрлене ҫемҫерех вырӑн сарасшӑн тӑрӑшать, эсӗ вара сӑмсуна пӳрт ҫивиттинчен те ҫӳлерех каҫӑртатӑн: «Эпӗ — ответлӑ работник!» Судья вара черккине ҫӗклерӗ те ман сывлӑхшӑн шалтах туса ӗҫсе ячӗ. Амӑшӗ хир варринче тӑракан чиркӳ патнелле, шурӑ, ҫӑмӑл, пӗлӗтсенчен туса лартнӑ пек курӑнакан виҫесӗр ҫӳллӗ чиркӳ патнелле, чупса кайрӗ. Вӑл пирӗн пата пӗрремӗш хут килсен, эпир пӗр-пӗринпе ҫавнашкал ҫывӑх пуласси ҫинчен эпӗ шухӑшламан та. Ултавпа нумаях малалла каяймӑн… — Кирлӗ мар? Кӗлтӑвакансем енне ҫаврӑнса:— Оутон-ди-готпу (Патша парне кӳрет), — тенӗ вӑл ватӑлла йӑваш та чӗтӗревлӗ сассипе. Унтан вӑл, чук вырӑнӗ еннелле ҫаврӑнса тӑрса, пулӑшаканӗ аллинчен хӗрле ура лаппиллӗ шурӑ кӑвакарчӑна илнӗ, кайӑкӑн пуҫне касса татнӑ та кӑкӑрӗнчен чӗрине кӑларнӑ, вара ун юнӗпе чӳк вырӑнне те таса ҫӗҫҫе сирпӗтнӗ. Вӑл чӗреренех интересленчӗ пулас, хам мӗн каласа панине икӗ сӑмахранах блокночӗ ҫине темӗн ҫыра пуҫларӗ. — Огнянов, мӗскӗн, унтах юлчӗ… — Кайӑр, Айртон чунӑм, — терӗ ӑна Гленарван. Кам каласа парӗ ҫавӑ мӗнле сигнал пулассине? — Ассигнаципе мар, ылтӑнпа. — Ҫук, кала пӗтӗмпех. Иван хӑйӗн пӳлӗмне тухса та ӗлкӗреймерӗ, малти пӳлӗмрен палламан ҫын сасси: — Ковалев коллежски асессор кунта пурӑнать-и? — тесе ыйтни илтӗнсе кайрӗ. — Мана, тӑванӑм, нумайӑшӗ итлет! — кӳренсе хуллен хирӗҫлерӗ арҫын. Паҫӑр вӑл вӗсен пичӗсем ҫинче кулӑ курнӑ, вӗсен кашни хусканӑвӗнче йӗрӗнӳ туйнӑ, вӑл ӑнланнӑ — унӑн сӑмахӗсем ҫак ҫынсене тарӑхтарнӑ пулсассӑн та, кирлӗ пек, хӑйӗн кӑмӑлӗ ыйтнӑ пек — ҫивӗччӗн лекеймен. Игнат ун ҫумне куҫса ларнӑ, ӑна, сивӗскерне, ачашлӑх мӗнне туйсах кайманскерне, ыталанӑ, куҫӗсенчен тинкерсе пӑхнӑ. Арӑмӗ упӑшкинчен юлать-и вара? Демка Ушаков арӑмӗ арча умне пырса тӑрсан шаках хытса кайрӗ, ӑна аран-аран аяккалла тӗртсе ячӗҫ. — Пӑртакках французла роман майлӑ пек тухать, ӗненмелле мар пек. Ку ҫулӑн тӗп сыпӑкӗсем ҫаксем: батока йӑхӗ йышӑнса тӑракан ҫӗрпе ҫӳрени — кунта ҫынсем хӑйсене гашиш туртса минретнӗ; унтан Семалембуэ ятлӑ вӑйлӑ патша патне ҫитсе курни; Кафуэ урлӑ каҫни; каллех Замбезие таврӑнни; Моурума король патне кайни; португалсем пурӑннӑ Зумбо ятлӑ авалхи хула ишӗлчӗкӗсене пӑхса ҫаврӑнни; 1856 ҫулхи январӗн 17-мӗшӗнче ку вӑхӑтра португалсемпе ҫапӑҫакан Миенде патшапа тӗл пулни; юлашкинчен, мартӑн 2-мӗшӗнче Замбези хӗррине вырнаҫнӑ Тете ятлӑ яла пырса ҫитни. Ҫавнашкал ӗнтӗ ҫӗнӗ Конституци проекчӗн виҫҫӗмӗш уйрӑмлӑхӗ. Ывӑлӑм мӗнле те пулин пурлӑх хӑварман-ши, тесе ыйтса пӗлес тенӗччӗ те, анчах нимӗн те тухмарӗ. «Полковниксем тунӑ ӗҫсене пирӗн тек никамӑн та курмалла ан пултӑр». Вӑл чугунҫул станцинчен килне тавӑрӑнакан Гленарван кӳми пулчӗ. Пулӑшӑр ӗнтӗ! Юлашкинчен каланӑ кӳрентермелли сӑмах пачах тарӑхса ҫитнӗ вӑхӑтра вӗҫерӗнсе кайнӑ: калаҫу тата пилӗк минут тӑсӑлнӑ пулсан, вӑл куҫҫуль юхтарнипе пӗтнӗ пулӗччӗ, ҫавӑнпа та калаҫӑва мӗнле майпа та пулсан татмалла пулнӑ. Темиҫе сехетрен Пӑвана полковник патне чӗнтерчӗҫ, анчах полковник паракан мӗнпур ыйтусене хирӗҫ вӑл ҫав тери хытӑ ахӑлтатса ҫеҫ кулчӗ. Вӑл кун пеккине Костя ӗнтӗ пӗрре кӑна мар курнӑ. Эпӗ пӗлместӗп ӗнтӗ, терӗм: пӳлӗхҫӗ те ман телее, те инкеке ку кимме мана ярса пачӗ, анчах тем ҫав тери хӑватлӑ икӗ монарх хушшинче хирӗҫтерекен япала пулса тӑриччен хам пуҫа шеллемесӗрех океан аллине пама хатӗр, терӗм. Хулара Антонушкӑна юратман, вӑл е мӑкшӑ,е чӑваш ҫынни пулнӑ, ҫавӑн пирки ӑна Христосӑн мӗскӗн ҫынни теме май пулман, ҫапах та унтан хӑранӑ, вӑл инкек пулассине систерсе ҫӳрет, тенӗ.. Николай Петрович арӑмне ҫухатнӑ, Павел Петрович хӑйӗн асаилӗвӗсене ҫухатнӑ. Манпа ӗлӗкхи саманара хуторти пӗр атаман та калаҫса татӑлма та, ним тума та пултарайманнине пӗлетӗн-и эсӗ?! Кун пирки ытлашши пӑшӑрханмаллиех те ҫук! Хӗрарӑм ун патнелле пӗшкӗнчӗ. Утрав ҫӳлӗшӗ виҫӗ ҫӗр ярд шутланать. Вӑл, Гейкӑпа Симакова шыраса тупса, Тимур ӑҫтине ыйтса пӗлчӗ. Ҫав башня вара пысӑкланнӑҫемӗн пысӑкланса пычӗ. Пӑлханакан Умрихин гранатӑна пиҫиххи ҫумӗнчен вӗҫертрӗ. Тепӗр тесен, ку йӑлт пурпӗрех. Пар-ха, нӳххи туртса ярар! Мӗнле ҫын вара эсӗ? Ыран вӑл пире, Саньӑпа иксӗмӗре, приюта илсе каймалла, ҫавӑнпа кунӗпех «ҫул ҫине» валли кукӑль пӗҫерет. Мӗнле хут татӑкӗсем тата вӗсем сан? Батарея командирӗ ҫак етрене кура тарӑхса каять, ытти тупӑсене авӑрлама хушать, тӑшман та пире ответлеме тытӑнать, эсир вара хӑвӑрта интереслӗ сисӗм-туйӑмсем пуррине пӗлетӗр, интереслӗ япаласем куратӑр, интереслӗ сасӑсем илтетӗр. — Сирӗн пултарулӑхӑр пирки те, сирӗн ырӑ кӑмӑлӑр пирки те, никам та иккӗленмест, ҫакна эпӗ шантарсах калама пултаратӑп. Ҫамрӑк йӗкӗт пуҫӗпе сулса илчӗ те, ӑна итлесе, авалхи юрра пуҫласа ячӗ. Красноармеец поляк ыйтнине илтет, анчах чикӗри службӑн полевой уставӗ ҫар ҫыннине чикӗ леш енчисемпе никампа та калаҫма хушмасть, ҫитменнине тата вӑл поляк салтакӗ мӗн каланине пӗтӗмпех ӑнланса та илеймерӗ. Эпӗ «У» терӗм. Фронтра — урӑхла ӗҫ! А эпӗ урӑх тум тӑхӑннӑ студент, тесе. — Ан тив, юлтӑр. Вӗсем кашни утӑмрах выҫлӑха пула асапланакан ҫынсене курса пычӗҫ. Илтнӗ-и кун пек ӗҫе! Юр татти-сыпписӗр ҫӑвать, тарӑн ашӑм ларта-ларта хӑварать, ҫавна пула ушкӑн та васкавлӑн пыраймасть, анчах вӑл ҫапах та малаллах шӑвать-ха, ав мӗнле чӑрмав та асӑрхамасть, чи пысӑк шухӑшӗ унӑн — тӑшмана тавӑрасси. — Учительте темелле, чӑннипе каласан — ӗлӗкхи ӗҫпе пурӑнатӑп. Унтан вара алӑка яри уҫса ячӗ те хӑвӑрт пӑшӑлтатса: «Пыр кухньӑна», тесе кӑштах ҫурӑмран тӗксе илчӗ. Ҫав хурамшаскер-и? Тепӗр каҫ ҫитрӗ: эпир куҫ хупмарӑмӑр, ун вырӑнӗ патӗнчен те уйрӑлмарӑмӑр. — Ну, тархасшӑн, тархасшӑн! Уйӑх ҫути тӗтреленчӗ, вараланчӑк пек туйӑнчӗ, ҫӑлтӑрсем те тӗксӗмленчӗҫ, ҫул хӗррипе таҫта каялла тусан пӗлӗчӗсемпе вӗсен мӗлкисем вӗҫрӗҫ. — Ҫук, — тенӗ ӑна чура, — Григорий Иванович ирех кайрӗ, — тенӗ. Халь ӗнтӗ вӑл лаша тапранкаланине те, ҫил шӑхӑрнине те илтмен, Миките сывланине кӑна итлесе выртнӑ. Вӑл кайрӗ. Рада урӑхран пӗр сӑмах та калаймарӗ, йӗрсе ячӗ. Щукарь мучи кӳреннӗн тути хӗррисене чӗтретме тытӑнчӗ: — Тӑрӑхласа кулатӑн пулать? Нумайччен туртӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн, пӑяхӑшӗ каланине итлесе, Джули хӑйӗн пӳлӗмне ҫывӑрма кайрӗ. Иртсе пынӑ май вӑл Артур ҫине сиввӗн те йӗрӗнсе пӑхрӗ. Ун хыҫҫӑн Джеймс та кайрӗ. Мӗн ҫинчен шухӑшлать-ши ҫав ҫын? Тепӗр кун кладовӑя тепӗр арестант хушӑнчӗ. Ку — пӗтӗм хула пӗлсе тӑракан парикмахер Шлема Зельцер — вӑрӑм хӑлхаллӑ та ҫинҫе мӑйлӑскер. Каминӗ питӗ пысӑк, тӗпне хӗрлӗ кирпӗч сарнӑ; кирпӗчӗ яланах таса та хӗрлӗ пултӑр тесе, ун ҫине шыв сапса тепӗр кирпӗчпе хӑшкаҫҫӗ; сайра хутра вӗсене хулари пек «испан сӑрӗ» текен хӗрлӗ сӑрпа сӑрлаҫҫӗ. Эсӗ, хӑвна ҫавӑн пек кӑтартса ҫӳресе, ман авторитета тӗпренех хавшататӑн. Марийкӑна курсан, Андрей аран ҫеҫ савине аллипе тытса илнӗ, — вӑл пӗтӗм чӗрипе туйса-илнӗ, — халь унӑн пурнӑҫӗнче темле пит пысӑк япала пулса иртмелле. Чӗлхи ҫине мӗн килнӗ, ҫав сӑмахсене пере-пере ячӗ. Анчах та унӑн чунне тусӗсене юратни мар ҫапла ҫемҫетсе хӑпартлантарса ячӗ, пӗр-пӗр хӗрарӑма юратнипе те пулмарӗ ку (вӑл нихҫан та юратса курман-ха). Ҫавнашкалах эпӗ Цезаре хӑйӗн юлашки аслӑ триумфӗнче те куртӑм. Лена, гриппа йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн вырӑн ҫинчен ӗнер ҫеҫ тӑнӑскер, хӑйӗннисем умӗнче кӑштах вӑтанчӗ, ӗҫлекенсене именчӗклӗн алӑ сӗлтрӗ, хӑй мӗншӗн звенопа пӗрле ӗҫлеме тухманнине аллисемпе паллӑсем парса ӑнлантарчӗ. Ну, чӑннипе калӑр-ха! Ҫакӑн хыҫҫӑн сасӑсем хулленрех те хулленрех илтӗнекен пулчӗҫ, сӑмахсене лайӑх уйӑрма ҫук, таҫта аякра кӑшт мӑкӑртатса калаҫни, хутран-ситрен кулкалани илтӗнет. Халь акӑ ӗлӗкхилле мар ӗнтӗ. — Эсӗ кала малтан, ну? Ҫырантан пӗр вунӑ чалӑшра Мэри чуна ҫӳҫентерекен сасӑпа:— Атте!.. — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Цирк хуҫи ҫилленсен мана ҫапах та выляма тухма хушатчӗ. — Эсӗ пӗлетӗн-им вара? «Апла эппин эс, вӑрҫма та пуҫларӑн иккен!» терӗ Чуб, кӑштах каялла чакса. Мӗнле! Анчах чиновниксем асӑрханӑ тӑрӑх, утрав аялалла хытӑ туртӑннӑ, вӑл ҫӗр ҫине ӳксе ҫапӑнма пултарнӑ. — Чейне ромпа хутӑштарас теместӗр-и? — терӗм эпӗ хампа калаҫса ларакан ҫынна: — Манӑн ҫутти те пур та, Тифлисран илсе тухни, халӗ ытла сивӗрех, — терӗм. Эпӗ Мускавра чухне вӑл пӗтӗм Руҫре пулман пек хатӗрленсе сунара кайма шут тытнӑ: пӗтӗм патшалӑхри пур сунарҫӑсене те хӑй патне хӑнана чӗнсе сунара хӑҫан тухмалли куна палӑртнӑ, хатӗрленме виҫӗ уйӑх вӑхӑт панӑ. Вара сунарҫӑсем пухӑнчӗҫ. Ҫав шухӑш Томӑн кӑмӑлне пӗтӗмпех хуҫрӗ. — Хаклӑ Квейс, — терӗ Реде доктор, — эпӗ ыран тухса каятӑп. Вӑл хӑй малтан каланине тепӗр хут каларӗ: — Пилӗк кун каярах унта вырӑссен малти посчӗсем тӑратчӗҫ, — терӗ вӑл. Унтан вара эпӗ сываласси шанчӑксӑр тесе пӗлтернӗ ӑна. Эпир пурӑнатпӑр, эпир ҫамрӑк. Ӗҫ вӑл ҫыншӑн — улпут. Унта тӑшмансем пулсан — антармастпӑр. Вӑрҫӑра тепӗр чух алӑксене ҫӗмӗрсе кӗме те тивет е вӑрттӑн хӗсӗнсе кӗни те усӑллӑрах пулкалать. — Мӗнле намӑс мар сире! — хистевлӗн-асӑрхаттаруллӑн палӑртрӗ кил хуҫи арӑмӗ. Фактсене тӗплӗн тӗрӗслесе пӗлмелли меслет вӑл, критика правилисем кӑтартнӑ тӑрӑх, суд тӑвас ӗҫре пӗртте килӗшӳллӗ мар. Ҫак икӗ пай пӗр-пӗринпе темле аташтармалла пеклӗрех тӑвӑр та кукӑркаланчӑк коридорпа ҫыхӑннӑ; кашни кукӑр тепринпе алӑкпала пӗрлешет, ҫапла майпа вара пӗчӗк-пӗчӗк пӳлӗмсен речӗ пулса каять, вӗсем буфет, бильярднӑй, карточнӑй, малти пӳлӗмпе хӗрарӑмсен тирпейленмелли пӳлӗмӗ шутланаҫҫӗ. Фома тавра пур ҫӗрте те сӑнчӑрсем, канатсем хивреленсе чӗтренсе тӑсӑлнӑ, вӗсем тем пысӑкӑш хӑмӑр ӑмансем пек ун ури патӗнчен палуба тӑрӑх шӑвӑнса иртнӗ, сыпӑ хыҫҫӑн сыпӑ ҫӳлелле улӑхнӑ, унтан, чакӑртатса кайса, ҫӗрелле персе аннӑ. Ҫав вӑхӑтрах рабочисем хӑлхана хупласа ӳхӗрни мӗнпур сас-чӗвве ҫӗнтерсе тӑнӑ. Хушамачӗ пирки эпир нимӗн чухлӗ те иккӗленместпӗр: Петькӑнни пекех Сковородников пулмалла. — Салтаксем пирӗн пек ҫынсемех. Джон Мангльс сасартӑк астурӗ: унӑн илемлӗ пичӗ кӑвакарнӑ, куҫӗсем шывланнӑ. Ун ӑшӗнче мӗскер ҫавӑрӑннине ҫавӑн чухне тин ӑнланчӗ вӑл. Ҫирӗп те ҫӑмӑллӑн утни, шур тутӑр айӗнчен йӑлтӑртатса тӑракан куҫӗсемпе кайӑкла пӑхни, ытарайми илемлӗ хӗрӗн тӗреклӗ те яштака пӗвӗ-сийӗ Оленина халӗ тата ытларах тӗлӗнтерчӗ. — Пӗлместӗп. — Хут пӗлетӗп. Арча хуппине уҫрӗ, унтан хут татки тухса ӳкрӗ. Дик Сэнд ҫакӑн пек сӑмахсем вуларӗ: «Кунта… океан хӗрринчен 120 мильӑра… 1871 ҫулти декабрӗн З-мӗшӗнче… вилесле аманнӑ… мана ҫул кӑтартакан Негоро ҫаратрӗ… Динго!.. ман пата… Килӗ-ши вӑл? Килес пулсан та, чӑмӑртӗ-ши вӑл Марысьӑна кӑкӑрӗ ҫумне? «Мӗскӗнӗм, чунӑм?» тейӗ-ши. Тен: «Кай кунтан, ыйткалакан!» тейӗ. Кибитка хӗллехи яка ҫулпа вӗҫет кӑна. Тепӗр эрнерен Риккардо ун патне пырсан, вӑл турка халачӗ тӑхӑнса, ҫемҫе тенкел ҫинче ларнине курчӗ. Унпа пӗрле Мартинипе Галли лараҫҫӗ. — Аллӑ пус паратни… тӑрӑшни усӑллӑ пулсан? Кукушкин ун пирки: вӑл сержант мана сан ҫинчен ыйта-ыйта йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ, юлашкинчен ман ӑна «налево кругом — марш», тесе команда памалла пулчӗ, тесе пӗлтернӗ… Ҫавӑн пиркиех ӗнтӗ эпӗ, Катя тухса кайсан та, унтах тӑрса юлтӑм, чылайччен ҫул тӑрӑх анраса, тунсӑхласа уткаласа ҫӳрерӗм, иксӗмӗр ларнӑ сак ҫине пыра-пыра лартӑм, унтан пӑрӑнса кайрӑм, каллех ҫав вырӑнах таврӑнтӑм! Чӗлхӳпе пакӑлтататӑн пулсан — асту. — Эх, кулӑш пулчӗ-ҫке! — Ак ӑҫталла килсе тухнӑ эсӗр! Ку пӗр енчен япӑх. Чашӑк-тирек ҫӑвакан пӳлӗмре хӗрӳ ӗҫ пырать: сӗтел ҫинче турилкесем, вилкӑсем, ҫӗҫӗсем купаланса выртаҫҫӗ, хулпуҫҫисем урлӑ алшӑлли ҫакса янӑ хӗрарӑмсем вӗсене шӑла-шӑла тасатаҫҫӗ. Эх, аттеҫӗм! — Мана хама та йывӑр… ку ҫуртра пурӑнма. А эсир пачах ют ҫын. Святой Стефан соборӗ, Опера театрӗн ҫурчӗ, дворецпа Парламент, Венӑри мӗнпур паллӑ, илемлӗ ҫуртсем — юнашарах, тесе калаҫаҫҫӗ. Унӑн ҫӳлелле ҫӗкленнӗ ҫӳҫӗнче кӗнекесен ылтӑн хуплашкисем ҫинелле хӗҫ пек ӳкекен пайӑркасенчи тусан пӗрчисем выляҫҫӗ. Кӗнеке — ҫавӑн пек ҫылӑхра ытлашши вӑл ытлашши пек, э? Епле ӑнланаймастӑр-ха эсир! Вулакан ҫын ӗнтӗ уҫҫӑнах курать: панамӑпа плащ тӑхӑнса янӑ аманнӑ ҫын вӑл Морис Джеральд пулнӑ. Э, мар, ҫук — Степан валли хатӗрленӗ тенкӗлӗх кӗсйере уйрӑммӑн выртать. Пурте шӑпах пулчӗҫ, таҫтан инҫетрен кӑна пӗччен пӗр сасӑ илтӗнчӗ: — Ху ӗҫле!.. Уэлдон миссис ҫамрӑка алӑ тытрӗ. Пир-авӑр тӗртекен ватӑ рабочисем хӑйсемпе килӗштерекен хуҫана питӗ юратнӑ, унӑн ӗҫӗ ялан ӑнса пынине тата вӑл телейлӗ мужик пулнине кура, вӗсем ҫамрӑксене:— Пӑхӑр, ӗҫе акӑ мӗнле ҫавӑрттарас пулать! — тесе вӗрентнӗ. — Ан ҫывӑртӑр, ан тӗлӗртӗр, ан турттӑр тата никамран нимӗнле япала та, парнесем те ан илтӗр тесе. Ҫавӑнпа мана кунтан виҫӗ кунлӑха кӑларса ярасшӑн, — эпӗ вӗсене ан чӑрмантарам. Мӑшкӑласа кулнисем ҫурт тӑрри витекене ним чухлӗ те пырса тӗртместчӗҫ, питҫӑмарти шӑммийӗсем тухса тӑракан пичӗ ыйхӑланӑ пекле пулса каятчӗ, вӑл аташнӑ пек калама тытӑнатчӗ, тутлӑ сӑмахсем ӳсӗртмелле юхӑм пек юхса хӗрарӑмсене палӑрмаллах ӳсӗртсе пыратчӗҫ. Унӑн чӗри ҫав тери анлӑ, мӗнпур тӗнчене ыталать, таракан е шапа таранах, пӗр сӑмахпа каласан, тӑван ашшӗсӗр пуҫне пурне те. Унпа ҫавӑн пек тӳрккес калаҫма кирлӗ маррине туйрӑм пулин те, эпӗ урӑхла сасӑпа калаҫма пултараймарӑм. Ҫапла вара, Уэлдон миссиспа Джека китандӑна йӑтса пыраҫҫӗ. Вӑл стихийлӑ ӗҫлес йӗркерен уйрӑлсах ҫитеймен-ха. Вӑл ман ротӑра сержант пулнӑччӗ! Икӗ талӑк хушши картаран тухма пӗлмерӗм, ҫаплах йӗмме алӑпа тытса ҫӳрерӗм… Анчах пичче часах лӑпланса йӗркене кӗчӗ. Вилнӗ ҫынна тӑпру ҫӑмӑл пултӑр тесе сунмашкӑн никама та чарса тӑрас ҫук. Ҫынсем кулкалатчӗҫ: — Ҫук, хӑмӑт ӑстине ҫӗнтерекенсем ҫук пулмалла! Вӑхӑт-вӑхӑт йӑлӑмпа ҫил вӑшӑрхаса иртет, таҫтан инҫетрен пӗчченшер шӑнкӑрав сассине илсе ҫитерет — каҫа юлнӑ кӗтӳ хула еннелле анать. Эпӗ аялалла пӑхрӑм. Эпӗ ҫак хӑрушӑ сӑмахсене кӑшкӑратӑп та кабинета чупатӑп, ларса табак туртса яратӑп. Вӑл аннӑ тӗлте куҫа шартаракан хӗрлӗ шевлесен ҫӑмхи юхса сарӑлчӗ. — Хӑҫан паллашнӑ? Айта, шанчӑклӑ та типӗ вырӑна кайса пытарар ҫаксене. — Елена Николаевна, тархасшӑн ҫапла ан калӑр. Смурый хӑйне чӗркуҫҫинчен чышкӑпа ҫапрӗ, унтан:— Тӑхтӑр-ха, ӗлкӗрӗр… — тесе чӗркуҫҫине хыҫрӗ те шухӑша карӗ. Ренессанс наследствине салатса пӗтернӗ хыҫҫӑн, кайранхи тапхӑрти Итали хӑй туман япаласене темиҫе ӗмӗрсем хушши хӑй тунӑ япаласем вырӑнне хурса йышӑнтарни ҫинчен тата славянсен юнӗ Италин чылай аслӑ паха япалисене сисӗмсӗррӗн витӗр ҫапни ҫинчен калать. Комсомол ҫулӗсем Астрахань ҫеҫенхирӗнче иртрӗҫ. Мӗн патӑр эсир пурнӑҫа? Унтан сайра хутра хырӑсем тата юман евӗрне килекен, анчах йӑмранни пек ҫутӑ ҫулҫӑллӑ темӗнле кукӑр йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ. Апла эппин! — Акӑ пирӗн чунтан тӑрӑшса пӑхнӑ таса ӗҫӗн тӗшӗ. Дивизи политотделӗн уҫӑ театрӗ кунсеренех рабочисемпе, красноармеецсемпе тулать. Мӗне-мӗне те, ку цифрӑна эпӗ аванах пӗлетӗп. Йӑнӑшсан та, пӗр ҫирӗм миля таран ҫеҫ йӑнӑшӑп. — Ҫапла, — халӗ кӑна эпӗ ответ пама пултаратӑп. Ҫитменнине — вак япаласем хӑрушӑ, пӗр-пӗрин ҫумне хутшӑнса ҫулталӑк пулса пыракан минутсем хӑрушӑ… Ҫаксене вӑл тунӑ ӗҫсемпе танлаштарма пулать-им?! Вӑл ҫӗтӗк-ҫатӑк, вараланчӑк, йывӑр атӑпа ҫӳрет, ҫӗлӗкне ӗнси ҫинелле лартать, пӗтӗм кӗлетки унӑн ҫӗртен тӑпӑлтарса кӑларнӑ тунката пек кӗмсӗркке курӑнать. (Чӑнахах, офицерӗм) эпӗ ун ҫинчен ыррине сахал илтнӗ. Сана кӑларчӗҫ-им? — терӗ Тоня, хӑй пӑлханнине чараймасӑр. Шӑлӗсене ҫыртса, ик аллине икӗ кӗсйине тарӑннӑн чиксе, вӑл килӗнче пушӑ пӳлӗмсем тӑрӑх, темиҫе сехет хушши лара-тӑра пӗлмесӗр, утса ҫӳренӗ. — Тӗрӗс мар, хаклӑ Паганель, — хирӗҫлерӗ ӑна Гленарван. — Шӑпах ҫавӑнта пулнӑ, Серафима; ҫавӑнпа вӑл каласшӑн пулман та; халлӗхе вӑл ӑсран кайман-ҫке. Анчах хуҫа ҫиленмесӗр, лӑпкӑн каларӗ: — Ничево, эпӗ хам та малтан тытӑннӑ чухне унтан лайӑхрах тӑваймастӑм… Ҫиппе чӗртсе ямашкӑн мана ҫунса тӑракан хунар пачӗҫ. Тепре калатӑп, Негоро, эп аран-аран тарса ӗлкӗртӗм! Анчах ҫак кун кӗрхи усал ҫанталӑк пуҫланса кайрӗ. Хӗвел курӑнмарӗ. Вӑл канаш панине Алвиш сас-хура сарчӗ: Казонде хуҫин тӗлӗнмелле вилӗмӗ — аслӑ Маниту ӑна ыттисенчен ытларах юратни турӑсем уйрӑм ҫынсене ҫеҫ тӑвакан чыс. Юлашкинчен вӑл каҫ пулса килнине асӑрхаса илчӗ. Тӑчӗ те киле кайма ҫул шырама пуҫларӗ. Хӑй пӗлмен вӑрманта вӑл чылайччен аташса ҫӳрерӗ. Ротондине хулпуҫҫи ҫинчен Саша аллисем ҫинелле хывса пӑрахсан, вӑл тата илемлӗрех туйӑнса карӗ: унӑн яштака кӗлеткине чакӑр-кӑвак тӗслӗ пурҫӑнтан ҫӗленӗ платье ҫӑт тытса тӑратчӗ, хӑлхисенче брильянтсем йӑлтӑртатчӗҫ, вӑл мана Василиса Прекрасная пекех туйӑнатчӗ, ку губернатӑр майри пуль тесех шутларӑм эпӗ. Ҫак ялах хӑварма хӑтланса пӑхмалла. Крэнкбиль ҫаплах кӑшкӑрнӑ: — Мӗн? — Ара эпир хамӑр та парса ямастпӑр! Каяр-ха кӗлетсем патне, хӗрарӑмсем! Кин мистер. — Эсӗ кризис ҫитнӗ тенипе килӗшетӗп эпӗ. Пуҫне каҫӑртрӗ те — ушкӑн ҫӑлтӑрсен хушшинче ишекен инҫетри тӑван ҫӗр-шывне тӗмсӗлсе сӑнать. Ҫав таркӑн халиччен Клисурӑра пытанса пурӑннӑ пулмалла, акӑ халь ӗнтӗ тӗрӗксен ялне тарса ҫӑлӑнма ӗмӗтленет. — Мӗнле халӑх? Ҫав ача мастера сасӑпах вӑрҫнӑ, анчах машинӑсем кӗрлесе тӑнипе ун сӑмахӗсем пилӗк-улт утӑмран та илтӗнмен. Дон Сильвио Мартинец ҫавӑн пек пуянсенчен пӗри пулнӑ. Ҫакнашкал паллӑллӑ ачасем сайра-хутра кӑна ҫуралаҫҫӗ, ҫавӑнпа струльдбургсен хисепӗ пӗтӗм королевствӑра та, арҫынсемпе хӗрарӑмсене пӗрле илсе шутласан та, пин те пӗр сӗртен ытла иртмест. Кӗрмешӳ пуҫланса кайрӗ. «Тӗрӗс, тӗрӗс, ачам, — хӑй ӑшӗнче хавхалантарать Макҫӑм, — хуса ҫит, тапта вӗсене хаваслӑхпа телей хушшинче…» Каланӑ-ҫке-ха эпӗ сире, ку кун пирӗн, тенӗ. — Унтан ытлашши инҫех те мар. Капендюхин пӗр вырӑнта тӑпӑртатса илчӗ, алса тулӗсене хывса пӑрахрӗ, вӗсене хӗвне чикрӗ те, ҫапӑҫнӑ ҫӗртен вӑр-варах аяккалла утрӗ. Тархасшӑн ҫитӗ, Евгений; эпир капла вӑрҫса та кайӑпӑр. Судлашма пуҫларӗҫ. Выртатӑн хирте винтовкӑпа, ҫумӑр ҫӑвать, тӗттӗм, кунти пекех темелле. Темӗн пирки уйлансан та — пур пӗрех вилӗм патне таврӑнатӑн. Илсе кай мана ун патне!» терӗ Тарас татӑклӑн; вӑл чунӗпе каллех ҫирӗпленчӗ. «Ырӑ государь, Платон Кузьмич! Сирӗн ҫырӑвӑр мана тӗлӗнтерсех ячӗ. — Мана тата Лантенака. Лешсене чул вите ятне сӗтӗрсе пычӗҫ. Е эпир каллех ҫӗр ҫине тухнӑ-ши? Хӑй ҫавӑнта ҫӗр хут та панулми вӑрлама кӗнӗ пуль-ха. Эпир картиш варринче, пылчӑк ҫинче, ҫумӑра, хӗвелсер хӑмӑр пӗлӗт айне тӑрса юлтӑмӑр… — Мӗнле апла нимӗн те кирлӗ мар? Сывлӑшпа тӑранса пурӑнмастӑр пулӗ вӗт? — Вулкан пуррине чӑнласах кӑтартса парать ку вут, — терӗ вут ҫине тинкерсе пӑхакан Паганель. Ҫакӑн пек пулма ҫырнӑ пулӗ; айӑпӑм пулнӑ пулӗ… Эс… мӗн вӑл — эс? Перкелешеҫҫӗ, кӑшкӑраҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ! Ну, халех вӗҫтер! Кимӗ ҫине вӑл темскер тултарнӑ михӗ пӑрахрӗ, унтан хӑй кӗрсе ларчӗ. — Тепӗр каласан, — стой! — тесе хушса хунӑ помещик. — Чарӑнӑрсам ӗнтӗ, Павел Яковлевич, — кӑштах кӳренме тытӑнса каларӗ хӗр, — мӗншӗн-ха эсир манпа нихҫан та кулмасӑр калаҫмастӑр? Мӗн юраманнине ӑнланас пулать. Айртон вӑкӑрсене тӑварчӗ, Вильсонпа Мюльреди вӗсене тӑлламашкӑн пулӑшрӗҫ те, вӗсене курӑк ҫине кайса ячӗҫ. Пурте хир кӑркки патне пычӗҫ, ӑна пӑхкалама тытӑнчӗҫ. Яков Тарасович хреснайӗн ӑсӗпе пит те кӑмӑлсӑр пулнӑ. — Шыв пар-ха мана. Сире тек нихҫан та кураймӑп ҫав, нихҫан та кураймӑп!» Чирӗнчен пӑртак сывалсанах, станца пуҫлӑхӗ С… хулари почтмейстертан икӗ уйӑхлӑха отпуск илсе, никама та хӑй мӗн тӑвасшӑннине пӗлтермесӗр, хӑй хӗрне шырама ҫуранах тухса кайнӑ. Ҫапла вара унтанпа икӗ ҫул кӑна-ха… Черняк старике ури тупанӗнчен пуҫласа пуҫне ҫитиччен пӑхса тухрӗ те хӑйӗн хулпуҫҫисене турткаласа илчӗ. Вара эпӗ Кирӑна кӑштах тӑрӑхласа ҫырнӑ Катя ҫыруне аса илтӗм, унта епле Кира йӗпкӗм хура тилӗсен гибричӗсене ӳстерессипе тӑрмашакан хайӗн упӑшкине хӑнчӑр куҫлӑ Женька Колпакчи ҫине кӳлешсе тӑни ҫинчен ҫырнӑччӗ. — Пӗлтӗр ҫавӑнта пичетленнӗччӗ. Эпӗ Савельича ырӑ сунса тав турӑм та, Зуринпа иксӗмӗр пӗр пӳлӗмех ҫывӑрма выртрӑмӑр. Пурте эпӗ каланине хирӗҫ пулчӗҫ иккен. — Акӑ мӗнле чӑрмав, Антипушка… Ку, артист пуласси, теветкеллӗ ӗҫ мӗн… Чӑнах та — унта халӑх вӗлерме те пултарать пулсан, ку мана пачах кирлӗ мар япала. — Вӑл-и? Вӑл лайӑх, йӑваш пӑхмалла, ытлашши ҫирӗп тытма кирлӗ мар, ытларах ирӗк памалла, чӗрӗп алсипе тытмалла, — терӗм эпӗ, пӗр суйман пек. Хулпуҫҫи урлӑ хутаҫ ҫакса янӑ Пӑван юланут еннелле утрӗ. — Санӑн аҫу-аннӳ — австралиецсем-и? Арҫын ачасем хаваслӑн чупса ҫӳрени Жоржеттӑна та илӗртрӗ. Вӑл сала тӑрӑх килсӗр йытӑ пек ҫапкаланса ҫӳретчӗ, ӑна кураймастчӗҫ, анчах унӑн калавӗсене Мигун юррисене итленӗ пекех кӑмӑлласа итлетчӗҫ. Сехрем хӑпса тухрӗ. Ваттисене хисеплес пулать! Хӑш-пӗр самантсенче унӑн сасси илтӗнмиех пулать, чӗрене темӗнле тӗтреллӗ ӗмӗт ҫавӑрса илет, унтан вара, ҫулҫӑсем пӑшӑлтатнӑ сасӑ витӗр, каллех лӑпкӑ кӗвӗ янӑраса каять… Асса кайнӑ ҫанталӑк кӗввине майор, Джон Мангльс тата Гленарван хӑйсен тӑнран тухнӑ юлташне йӑтса фургон тӑракан ҫӗре уттарчӗҫ. Ҫавӑнпа тӗлӗнмелли те ҫук, Англи правительстви ахальтен мар ӑна унӑн планӗсене пурӑнӑҫа кӗртмешкӗн пулӑшмарӗ. Кунтан та ытларах, вӑл Грант капитана тек-текех такӑнтарса та пычӗ. Уншӑн ӗнтӗ паллӑ пулчӗ: халӗ фабрикӑра листоксем курӑнма пуҫласан — начальствӑн вӗсене унӑн ывӑлӗ сарманнине тавҫӑрса илмелле пулать. — Эсир акӑ мана ун чухне кукамай хӑвӑра юмӑҫ пӑхса пани ҫинчен каламарӑр та, — терӗ Олеся. Эпӗ кӑшт пӑхрӑм та, Полли аппа Том ҫине куҫлӑх ҫийӗн калама ҫук хаяррӑн пӑхса тӑрать. Ҫапах та, Гленарван вырӑнсӑр мар асӑрхаттарнӑ пек, документа ҫакӑн пекех ӑнланмалла тесен те, Грант капитан туземецсен тыткӑнне пур-пӗрех ҫакланма пултарнӑ. Вӑл ҫапла пулассине ҫак сӑмахсемпе кӑтартса парать: унта вӗсем усал туземецсен аллине тыткӑна лекеҫҫӗ тет. Ҫапла вара, ҫаксене пурне те виҫсе танлаштарсан, тинех калама тивет: халӗ ӗнтӗ Грант капитана вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫинче шырасси те ыттисем ҫинче шыранипе пӗрех пулать. Эсир кайран хӑвӑр тӑван ҫӗршывӑра кайса килни ҫинчен пӗлетӗп… Фомапа ҫуммӑн Софья Павловна обществин секретарӗ — судра ӗҫлекен ҫамрӑк тиек ларнӑ. Унӑн хушамачӗ, темӗнле, тӗлӗнтермӗшле — Ухтищев пулнӑ. Вара Шубин, Инсаров тата Берсенев, ӑмӑртмалла чупса, анаталла анчӗҫ. Лапшинов ҫенӗхӗ пулнӑскерӗнчен тунӑ вите умӗнче хунар ҫакӑнса тӑрать. Унӑн сӑнӗсем спортӑн пур журналӗсенче те пичетленнӗ. Унтан, тыткӑнри ҫын хытӑ чупаять-и тесе, ҫул ҫине патак ывӑтрӗҫ те ӑна илме чуптарчӗҫ. Вӑл темле, ытахальтен тенӗ пек, кӑшт кӑна йӑвашшӑн кулса илчӗ те кӗнчелеҫҫи хушшинчен тӑчӗ, карчӑк патне пычӗ. — Чӑнах, ҫак мана йӑлтах ывӑнтарса ҫитерчӗ, — тет ӑна Павел. Ой, тивӗҫлӗ тӑвӑр хӑвӑрӑн чурусенеИрхи кӗлле тӑрса ирттерме,Турӑ кӗнекисене итлеме! Курок шартлатрӗ, анчах пистолет пемерӗ. Хыпарҫӑ сасси халӗ труба кӑшкӑртнӑ пекех кӗрлет. «Ҫул ҫӳрекенсем Рио-Гранде еннелле каяҫҫӗ пулӗ, — тесе шухӑшларӗ вӑл, — е ку Техас ҫыннисен отрядӗнчи кая юлнӑ юланутсем пулӗ, тен. — Каяҫҫӗ, — терӗ Автоном Петрович, винтовкисене хӑйсен умӗнче тытса пыракан красноармеецсем ҫине кӑтартса. Халь ӗнтӗ вӗсен хушши икӗ мильрен те каярах тарса юлчӗ. Ежов, ҫав шава итлесе, енчен енне пуҫне ҫавӑркаланӑ, пурин ҫине те сӑнаса пӑхнӑ. Ман Андрюшкӑ та хусах ҫунипе пырать, эсӗ те, Макар та. Алексей лаши ҫинчен сиксе аннӑ та, чӗлпӗрне лакее тыттарса, хӑй ҫинчен пӗлтермесӗрех пӳлӗме кӗрсе кайнӑ. Ихисем шупка хӗрлӗ пӗлӗтрен ӳкнӗ чухне — мӗлке пулса тӑр, вара вӗсен куҫӗсем сана курӑк хушшинче шырани — харама. — Мӗн ҫинчен? Иккӗш ӑна шӑтӑкран туртса кӑларчӗҫ, брезента пӗр чӗнмесӗр уҫрӗҫ, пӗр-пӗрин ҫине ҫаплах ним чӗнмесӗр пӑха-пӑха, табак туртса ячӗҫ. Манпа калаҫмаллисем пулсан, Лёля пӳлӗмне кӗрсе ҫаврӑнмасӑрах, тӳрех ман пата кӗме пултаратӑн», тесе каламан пулсан, пӗр тапранмасӑр нумай ларнисем унӑн сывлӑхӗшӗн тен аван мар пулнӑ пулӗччӗҫ. — Ман хӗр Джемма, — терӗ Леноре фрау йынӑшарах, куҫҫульпе йӗпеннӗ тутӑрпа тутисене хупласа: — вӑл паян мана хӑй Клюбер г-на качча тухма килӗшменни ҫинчен пӗлтерме хушрӗ. — Ку тӗрӗс, — терӗ кадет, хӑйне аса илнипе савӑнса. Ах, каҫарӑр, салтак — чи ҫывӑххи, ӑна юратмалла, хисеплемелле. Эмиль сывалса пыракансем тӑхӑнакан канӑҫлӑ шалпар шлакфрокпа, амӑшӗ ун мӑйне сенкер ҫӑм косынка ҫыхса янӑ; анчах вӑл сӑнран праҫник чухнехи пекех хаваслӑ; тата йӗри-тавра пурте праҫник чухнехи пекех илемлӗ пулнӑ. Ыттисем, сехӗрленнипе тӑлланса ҫитнӗскерсем, пӗр сӑмах чӗнме те пултараймарӗҫ. Ҫӗршывӑн чи лайӑх шанчӑкӗсем халь пирӗн ҫинче, разночинецсем ҫинче, эпир ҫӗршыв валли ҫутӑ та тӗрӗслӗх кӳме килнӗ ҫынсем…» т. ыт. те, ҫавӑн пек, калаҫатчӗ. Сӑн-питсем, тӗлпулусем, кӑмӑл-палӑрӑмсем, кӗнекесем, хӗрарӑмсем ҫинчен — ах, уйрӑммӑнах хӗрарӑмсем ҫинчен то вӗсен юратӑвӗ ҫинчен!.. Пӗр сӑмахпа каласан, кусем маншӑн ҫав тери интереслӗ япаласем, ҫавӑнпа та эпӗ кайса курасах терӗм… Халь каланисӗр пуҫне эпӗ тата акӑ мӗн хушса калатӑп: эпир Царицына шуррисенчен хӳтӗленӗ чухне эпӗ хамах Сталин юлташа чи малта, вут-кӑвар айӗнче тӑнине куртӑм, вӑл сӑмах каланине итлерӗм. — Вӑл аван-ха… Вӑл Давыдова кӑшт ҫеҫ ыталаса илчӗ те, тӑрса ывӑннӑ лаши ҫине кӗтмен ҫӗртен питӗ ҫӑмӑллӑн сиксе утланчӗ. Эпӗ сана хӑш вырӑнтине кӑтартатӑп, мучи, — инҫетре мар. Ҫавна та калас пулать. Ну, каях, выляса ҫӳре. Асту — киле вӑхӑтра таврӑн. Ахаллӗн — асту, хытӑ лектерӗп. — Мӗнле хушатӑр, Дик капитан, — килӗшрӗ ватӑ негр. Ах, турӑ ҫырлахтӑрах! Ах, ҫав каҫа эпӗ мӗнпур вак-тӗвексемпех епле лайӑх астӑватӑп; сӗрме купӑсне мӗнле илсе тухнине, ещӗкӗн ҫаклатмаллине вӗҫертнине, дама тӗрлесе панӑ хупӑлчине уҫнине, купӑсне кӑларса мӗнле ӗнернине — пӗтӗмпех астӑватӑп. Атлантика материкӗн кӑнтӑр енче анлӑ лаптӑксем океан тӗпне анса лараҫҫӗ. Тус-упӑшка ҫинчен, вӗреннӗ ҫын ҫинчен, хӑйпе пӗрле ӑслӑ кӗнекесем вуласа, тӗтреллӗ кӑмӑлсен уйрӑм уҫҫине тупма пулӑшакан юлташ ҫинчен тахҫан ӗмӗтленнӗ романтикла ӗмӗт, ашшӗн сиккеленми решенийӗпе — Смолина качча каяссипе — пӑрахӑҫа тухса, чун-чӗрене йӳҫӗккӗн анса ларнӑ. Кучерсем приказчика кӳме ларчӑкӗ ҫумне ҫыхса лартрӗҫ — укҫине шыраса тупрӗҫ; генерал ман патӑмра апат ҫирӗ те, приказчика хӑйпе пӗрле илсе, ҫавӑнтах тухса кайрӗ. Хушӑран кам та пулин йӗрӗнсе кулса илчӗ, юлташӗсене темскер каларӗ, вара лешсен сӑнӗсем ҫинче те тӑрӑхлакан кулӑ палӑрчӗ. — Мӗнле унта Корытов, ятлаҫмасть-и? — ыйтрӗ Воропаев, Лена малалла калаҫма именнине туйса. — Ҫук, ӗнтӗ, сударыня, — терӗ ватӑ моряк, — ун пек епле пулма пултартӑр-ха! — Йӗркесӗрлӗх пулас, ваше благороди!.. — терӗ городовой. — Эсир шпионсене вӗрентсе ӳстеретӗр, эсир хӗрарӑмсемпе хӗрсене ирсӗрлететӗр, эсир этеме вӑрӑ тата ҫын вӗлерекен вырӑнне тӑрататӑр, ӑна эрехпе пӑсса ӑнтан кӑларатӑр, — пӗтӗм тӗнчипе ҫын вӗлермелли ҫапӑҫусем тӑвасси, пӗтӗм халӑха суйса улталасси, аскӑну, тискере тухса каясси — ҫавӑ пулать вӑл сирӗн культура! Вӗсем Денни Уордпа Билли Картейӑн вӑйлӑ кӗрешӗвне курасшӑн пулнӑ, халӗ вӗсен темӗнле нихӑҫан пӗлмен телейсӗр ҫӗнӗ ҫынпа килӗшмелле пулнӑ. Эп ӑна йӑлтах каласа панӑ пулӑттӑм. — Ҫапла, хӑйӑр. Пӳртре пушар тухнӑ пек, ирех вӗсем иккӗш те ҫӳҫ-пуҫӗсене турамасӑрах, кӗписене тӳмелемесӗр пӳлӗмсем тӑрӑх кускалама пуҫлаҫҫӗ, кунӗпех чупкалаҫҫӗ, кӑнтӑрлахи апатпа каҫхи чейпе апат вӑхӑтӗнче ҫеҫ сӗтел хушшинче канса лараҫҫӗ. Анчах хутора Филатов пырса ҫитнӗ. Эпӗ хӑвӑрт юрттарса пыратӑп. Амаҫури Атте Мускава арӑмӗпе пӗрле ҫӗнӗ ҫул иртсен кӑна килесшӗнччӗ пулин те, вӑл октябрь уйӑхӗнчех килсе ҫитрӗ, кӗркуннен ку тапхӑрӗнче йытӑсемпе сунара ҫӳреме питӗ лайӑх пулни те ӑна чарса тӑрайман. Упӑшки, шухӑша кайса:— Хуняма ӑслӑ ҫын; аттене вӑл ӑста тыткалать. Вӑл, куратӑн-и, йӗкӗт, вӑл мана намӑссӑр та, путсӗр те тесе пӗтерчӗ, тата тем те пӗр каларӗ, урисемпе трантас тӗпне тапкаласа кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сицилист, апӑрша! Тӗрмене лартап!» Остаппа Андрий ҫакӑнтан питех те тӗлӗнсе тӑчӗҫ: вӗсен куҫ умӗнчех Сеча темӗн чухлӗ халӑх пырать, анчах никамран та: «Эсир ӑҫтан килетӗр, камсем пулатӑр тата сирӗн ятӑр мӗнле?» тесе ыйтакан ҫук. Анчах Баймаковӗ мӗн тери тӳрӗ пурӑннӑ пек курӑнатчӗ, э? — Тӑхта, Ефим, — ҫанӑран ярса илчӗ ӑна Ерофей Кузьмич. — Сирӗн куккун гасиендинчи корале пӗлнӗ пекех лайӑх пӗлетӗп. Ил! Халех тупӑр та ӑна, кунта ярӑр, — команда парать Черняк. Ӗҫ тухманнине ӑнланса илсен, хӑй пуррине палӑртас мар тесе, вӑл юлташӗсем выртнӑ ҫӗрелле пӑшал пемесӗрех шуса кайма шут тытрӗ. Мас-ло! Манӑн та, — терӗм эпӗ, — хамӑн ӳт-тирӗм ҫак чӗрчунсен ӳт-тирӗ евӗрлӗ пулнине йышӑнма тивет, анчах эпӗ вӗсем мӗн пирки выльӑхланса тискерленнине ӑнланаймастӑп. — Тата ҫакна ан манӑр, ҫул ҫине тухнӑранпа Айртон пирӗншӗн тем тума та хатӗррине эпир пӗрре ҫеҫ мар куртӑмӑр. Ун тавра кивӗ йывӑҫ карта тытса ҫавӑрнӑ, айккинелле чалӑшнӑ хӗрес ҫинче мӗн ҫырнине те вуласа кӑларма пулать-ха. «Помяни, Господи, душу рабы твоея» — тесе ҫырнӑ унта. Мӗскӗн Савельичӑн ӑшне пусарас шутпа, эпӗ ӑна, малашне унпа килӗшмесӗр пӗр пус та тӑккаламӑп, тесе, сӑмах патӑм. Олизарӗ ун аллине хӑйӗн сулахай пӗҫҫи ҫумне пӑтапа ҫапса лартнӑ пекех хӗссе тытнӑ; тепӗр аллине Петерсон лешӗн хулпуҫҫийӗ ҫине хунӑ та янахӗпе ун ҫине ачаш ӗшенчӗклӗхпе таяннӑ, пуҫне никам нихӑҫан туман манерлӗхпе хыҫалалла, залӑналла, ҫавӑрнӑ. Вӑл юри туман, чӑннипех чирлӗ пулнӑ. Анчах чӗлхем пӗрре те хам калас тенӗ пек ҫаврӑнмарӗ. Э-эх, ваттӑм ҫитрӗ-ҫке! — «Мӗнле тума ыйтатӑр-ха эсир?» — Ҫӳретӗп ҫав, яланах. Хӑй куҫӗпе хӑй мӗн курса тӑрасса сиснӗ мелникӗн сехри хӑпрӗ, хӑрушӑ инкекрен ҫӑлма чӗнсе, вӑл тискер кайӑк пек кӑшкӑрса ячӗ, анчах ҫак катари шӑтӑкра хӑйсене никам та пулӑшас ҫуккине пӗлсех тӑчӗ-ха вӑл. — Курмастӑп, ан пӑшӑрхан, кӑна тума ӗлкӗрӗпӗр-ха, васкамалли ӗҫех мар. Ку пире Сатурн унки питӗ ҫӳхине пӗлтерет, унӑн хулӑнӑшӗ пурӗ те вун пилӗк километра яхӑн кӑна… Генерал ӑна спаҫипӑ темесӗрех тухса кайать. Вӑт аван та пулӗччӗ вара пире ӗҫкӗ тума! Кунта ятарласа тунӑ суд ҫурчӗ ҫук, чӑн та яланах тӗрлӗрен пуху тавраш пулса иртекен пӳлӗм пур ӗнтӗ; суд заседанийӗсем те унтах иртеҫҫӗ. — Пулма пултарать. — Ҫук, — терӗ Петр шӑппӑн. Каҫхине тин, вуннӑмӗш сехетре, Яков ҫак кичем тӑрмашуран хӑтӑлма пултарчӗ те Полина патне чупрӗ. Вӑл хӑй ҫак сехетчен нихҫан та тӳссе курман пек пӑлханчӗ, темле кӗтмен, тӗлӗнмелле япала пуласса сиссе пычӗ. Картишӗнче халӑх кӗшӗлтетнӗ. — Сывӑ-и, Павлуша. Юлашкинчен вӑл сӑмах хушрӗ-хушрех:— Ҫакӑ ача, — терӗ вӑл, ункӑ хыҫҫӑн ункӑ тӗтӗм кӑларса, — манран та телейсӗртерех пулать. — Эпир кунта сирӗнпе тавлашма килмен! Чӗрене, унӑн тӗпнех хӗм пӑрахас пулать. — Ку пустуй япала вара, — терӗм эпӗ, — эсӗ кунашкал айванла хӑтланнине ӗмӗрне те курманччӗ. Ҫав кун манан служба ӗҫӗсемпе кӳршӗри местечкӑна ҫитсе килмеллеччӗ, эпӗ вара унта ирхи сулхӑнпа, сакӑр сехетсенче, юланутпа тухса кайрӑм. Ман юлашки телее те пулин пӗтерме ан тӑрӑшӑр; эсӗр мана телейлӗ ҫын тума килӗшнӗ пулӑттӑр; анчах та… ан чӗнӗр, тархасшӑн ан чӗнӗр. Кунсӑр пуҫне пирӗн кил-ҫуртра ҫав тери вӑйлӑ аталаннӑ ӑнланулӑх (ку пултарулӑх ҫинчен эпӗ каласа патӑм ӗнтӗ) унра пачах ҫукки, унӑн хӑнӑхса ҫитнӗ йӑлисем пирӗн кил-ҫуртра ҫирӗпленнӗ йӑласем пек пулманни пирӗн кӑмӑла ун майлӑ ҫавӑрма пулӑшмарӗҫ. Халӗ вӑл Лосьшӑн хӗр ача пек туйӑнать. Вӑл аллисемпе сулкалашса улӑпсем пирки калани кулӑшла та, ҫепӗҫ те. Унсӑрӑн пире сирӗнсӗр кичем пулса ҫитрӗ. Эпӗ те ҫӗрӗпех тӗлӗк курса выртрӑм, леш куҫӗ ҫине пластырь ҫыпӑҫтарнӑ эсрел испанецӗ ҫӗрӗпех ман хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳрерӗ, — ҫӗр айнех анса каймалла пултӑрччӗ унӑн. Ку сахал-ха, пӗррехинче ҫак шуйттансенчен пӗри вырӑнтан тӑмасӑрах мана табак турттарма хӑтланса пӑхрӗ. Анчах малтан ун ятне, ашшӗ ятне тата хушаматне калас пулать. Анчах эпӗ йӗкехӳрен виллине ҫӗре тӗксе яма хӑяймарӑм. Вӑл Митяна кӑчӑк туртрӗ, анчах Митя, пуҫне хыҫалалла пӑрса хучӗ те, ҫухӑрашма тытӑнчӗ. Энск карчӑкне ҫапла чӗнмелли ҫинчен эпӗ шухӑшламан та. Анчах Ривэра тытӑҫуран пӑрӑнса хӑрушӑ мар вырӑна чакнӑ. Курӑк ҫине тӑрса ларса тата пичӗ ҫинчи тарне шӑлкаласа, ҫӗр чавакан вӑтанарах:— Вӑйлӑ, — терӗ. — Пуҫлӑхсем?.. — Нихҫан та! — Мӗншӗн тата? — ыйтрӗ Давыдов, кулакла хуҫалӑхсен пурлӑхӗсене кӑтартса тухнӑ списока пӑхкаласа ларнӑ май. Ытти юмарт ҫынсем пекех, Томӑн мӑнаккӑшӗн те кӑшт хӑйӗнпе хӑй мухтанас йӑли пулнӑ: ҫын вӑрттӑнлӑхне вӑлтса пӗлес ӑсталӑх пур тесе шутланӑ вӑл. Иртнӗ виҫӗ кун хушшинче пирӗн пӗр-пӗринпе пӗр сӑмах та хушса калаҫма май пулмарӗ. Вӑл тӗлӗрсе каяс мар тесе вӑй хунӑ май ун умӗнчи лампа ҫути, чей куркисемпе пӳрнесем иккӗллӗн курӑнчӗҫ, сӑмавар унталла-кунталла сулланкаларӗ, ҫӗрӗк панулми шӑрши вара сӑмсана пушшех ҫивӗчреххӗн, киревсӗртереххӗн кӑтӑкларӗ. Картла выляс тенӗччӗ — рулевой картсене туртса илчӗ, кичем пулса кайрӗ. К-калама ҫук тӗлӗнмелле япала… Вӑл ҫав тери хытӑ ахӑлтатса кулса ячӗ. Унтан кардинал енне сасартӑк ҫаврӑнчӗ те, хытӑ васканӑ чухнехи пек, тытӑнчӑклӑ калаҫма пуҫларӗ, вӑл каланӑ сӑмахсене аран-аран ӑнланса илме май пулчӗ. — Ҫакӑ вӑл тӗлӗнмелле япала м-мар, тетӗр-и эсир? Ҫак вӑхӑтра шӑпах рота умӗнче ҫулӑм йӑлтлатса илнӗ, чӑтма ҫук хӑрушшӑн кӗрслетни илтӗнсе кайнӑ, пӗтӗм ротӑна хупласа хунӑ ку сасӑ, унтан вара ҫӳлте, сывлӑшра чул муклашкисемпе осколкӑсем шӑхӑрни илтӗннӗ (сахалран та тепӗр 50 ҫекундран пӗр чулӗ ҫӳлтен ӳксе пӗр салтак урине лексе амантнӑ). Ҫакӑн пек ҫӗрле тем тусан та сӗтӗрӗнсе ҫӳрес килмест унӑн; анчах хӑйне хӑй лӑплантарчӗ те вӑл, юриех ҫын каланӑ пек тумарӑм-ха, итлемерӗм, хамӑнни ҫинчех тӑтӑм, терӗ. Тепӗр кунне те, тата виҫҫӗмӗш кунӗнче те вӑл иртен пуҫласа каҫченех суд ҫурчӗ патӗнче ҫапкаланса ҫӳрерӗ. Темӗнле ҫӗнтермелле мар вӑй ӑна шалалла кӗме туртрӗ, анчах вӑл, ирӗксӗрех хӑйне чарса, урамра тӑрса юлчӗ. Ҫынсем хавасланма пухӑннӑ, эсӗ пур — вӗсенчен темскер кӗленсе ыйтатӑн… — Чӗн кама та пулин! Кроватьсене илсе тухӑр!.. — Унтан вӑл сасартӑках сассине улӑштарса: — Эсӗ ӑна ӑнланатӑн пулсан, асту, ман пыршӑсене пӑчӑртаса ан кӑларччӗр тесен, ун ҫинчен ниҫта та, никама та калама юрамасть. Вӗсем вутӑ йӑтса пынӑ чухне матроссем вӗсене кӑкрисенчен, урисенчен яра-яра илетчӗҫ, арӑмсем ҫухӑратчӗҫ, мужиксене суратчӗҫ, каялла тавӑрӑннӑ чух вӗсем носилкасемпе ҫапкаласа чӗпӗтессисенчен, тӗрткелессисенчен хӑтӑлатчӗҫ. Эпӗ хам ҫав чӳрече умнех тӑрса, аллӑмсемпе тӗрле паллӑ турӑм пулин те, вӑл мана часах кураймарӗ, ытла тарӑн шухӑша кайнӑччӗ пулас ҫав. — Йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑрах! — терӗҫ вара юлташӗсем те. — Килӗшӳ. Упӑшкипе арӑмӗ тесен — иртерех!» текелесе, эпир камсем пулнине пӗлесшӗн ҫунса пычӗ. Ҫурҫӗр иртсе виҫӗ сехет ҫитрӗ. Хырӑнман кӳршӗ аллине сӑмси ҫине тытса харлаттарсах ҫывӑрать. Чи тӗттӗм к-кӗтесри ялтан. Кунти ҫынсем ҫӗнӗ пурнӑҫ тунине курмасӑр кайсан, сире хӑвӑрах шел пулӗ, пирӗн ҫынсем питӗ нумай юн тӑкрӗҫ вӗт-ха? Темиҫе самант хушши вӑл ним шарламасӑр, тем ҫинчен хытӑ шухӑшласа тӑчӗ. Вӑл ӗнтӗ пӗлӗт ҫинелле урӑх пӑхмарӗ; ун куҫӗ фургонсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Пӗр мильӑна яхӑн Дик Сэндпа ун юлташӗсем тӑтӑшах ҫын шӑммисене курчӗҫ, пысӑк шаланкӑсене хӑратрӗҫ, — кайӑксем, ҫынсене курсан, йывӑррӑн сывлӑша вӗҫсе хӑпарчӗҫ, пуҫ тӑрринче явӑнса ҫӳрерӗҫ. Николай Артемьевич арӑмӗ, Анна Васильевна, ҫамрӑк, типшӗм те пӗчӗкҫӗ сӑн-сӑпатлӑ, нимӗнсӗрех пӑшӑрханакан тата хумханакан хӗрарӑм пулнӑ. Сулахай аллинчи муклашки, шӑлпа туртса ҫеҫ ҫыхкаланӑ пирки, ытла ҫирӗпех пулмарӗ. Нелли нимӗн именмесӗр ӑна уринчен пуҫласа пуҫне ҫити пӑхать. Дежурнӑй поварпа кухньӑра ӗҫлекен хӗрарӑмсем тумтир хывмалли пӳлӗмре ҫывӑраҫҫӗ. Марьянка пӳртре пӗчченех юлчӗ. — Мӗншӗн тесен, вӗсем ман ӗҫе ниепле те шута илесшӗн мар. Эпӗ кӗрӳ пулатӑп пулмалла-ха. Сирӗн аслаҫӑр ӑна каялла карета ӑшне лартса илсе кайрӗ: Миловидка вилсен вара ӑна музыкӑпа сада пытарчӗ — йытӑ амине пытарчӗ те, унӑн вил тӑпри ҫине ҫыруллӑ чул ларттарчӗ. Гика-шкота, кливер канатне, кӑшт пушатрӗҫ те, грот кирлӗ чухлӗ ҫаврӑнчӗ; вӑл тӳрех ҫилпе карӑнчӗ, ун вӑйлӑ ӗҫӗ малти парӑссен ӗҫӗ ҫумне хутшӑнчӗ. Вӑл колонна умӗнче ҫурӑлса кайрӗ. — Эсӗ питӗ шурса кайнӑ, Маша, — терӗ ашшӗ, ӑна асӑрхаса, — сана хӑратса пӗтерчӗҫ пулӗ. — Мӗн туса пурӑнатӑн? Мӗн мурӗ! — Пӗлетӗп, — илтӗнчӗ тӗттӗмрен Хахай сасси. Санин «бейвагенра» вырӑн илчӗ; анчах дилижанс каҫхине, вунпӗр сехет ҫине кайсан ҫеҫ тапранса каймалла пулнӑ. Доктор ҫавӑн пек каласса ҫеҫ кӗтнӗ. — Ыттисем туртнине эпӗ мӗн чухлӗ пӑхаттӑм, манӑн та вӗренесчӗ, тесе шутлаттӑм, ҫук ҫав, эпӗ вӗренме пултарас ҫук пулӗ, теттӗм. Тиньковри урядник хӑй должноҫне пӑрахса монаха каять, текех мужиксене хӗнеме килӗшместӗп! тет. — Куратӑн-и ӗнтӗ, Евгений, — тенӗ Аркадий хӑйӗн сӑмахне пӗтерсе. — Мӗнле тӗрӗс калаҫмастӑн эсӗ мучи ҫинчен! Паллах, пӗрре ларса тӑватӑ кӗренке ҫиейрес ҫук ӗнтӗ, кӑна кӑштах хӗрсе кайнипе ӳстертӗм-ха эпӗ, анчах виҫӗ кӗренке е, калӑпӑр, виҫӗ кӗренке ҫурӑ — пӗрре ларсах, сывлӑш ҫавӑрса иличченех ҫисе яратӑп! Картӑн аялти пайӗнче шнурок тӑруках кӗтесленсе сылтӑмалла куҫнӑ. Вӑл питӗ нумайччен чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан пуҫне ҫӗклесе падре ҫине пӑхрӗ те, лешӗ хирӗҫ нимӗн те тавӑрса каламаннинчен тӗлӗнчӗ. Кӑвакарчӑн! Ҫаксенчен пӗрин хыҫҫӑн ҫеҫ кайнӑ пултӑрччӗ вӑл, вара ӗҫ трагедипе ҫеҫ пӗтнӗ пулӗччӗ. — Эпӗ-и? — сак ҫинче ларса, унталла-кунталла пӑхса каларӗ Игнат. Анчах ҫынсемпе килӗшиччен малтан вӗсемпе ҫыхӑну тытмалла пулнӑ. Эпӗ ялан тенӗ пекех унпа юнашар лартӑм, унпа час-час калаҫрӑм. Турӑҫӑм! Нестеренко, хуллен тӗксе, унӑн тӑснӑ аллине каялла ячӗ. Анчах кун пек пырса перӗнни сайра пулать, ҫавӑн пирки эпир ҫӗр хӑвӑлӗ аннӑҫем саралсах пырать, пулӗ тесе шухӑшларӑм. Ӑсанмашкӑн эпӗ ӑна аллӑма тӑсрӑм, унӑн пӗчӗк ҫирӗп алли вара мана хирӗҫ юлташла вӑйлӑн чӑмӑртаса тавӑрчӗ. Назанский ӑна шухӑшлӑн итлерӗ, пуҫне тайнӑччӗ те ҫӑра хумӗсен ярӑмӗсене, шӗвӗ кӗленче евӗр, йӑлтӑртаттарса-вылянтарса кимӗ сӑмсинчен анлӑшпе те, вӑрӑмӑшпе те сӑрӑлтара-сӑрӑлтара яракан шывалла пӑхнӑччӗ. Нимӗн те курмастӑп. Эпир пӗр вунпилӗк ҫын пухӑнтӑмӑр. Ҫапах та Уэлдон миссис, хӑйне ирӗке кӑларма урӑхла нимӗнле май та тупӑнмасан, ҫакна тума хатӗр. Любишкинпа ыттисене партие илес ыйтупа ячейка пухӑвӗ пулнӑ каҫхине Нагульнов Кондрат Майданникова ҫапла сӗнчӗ: — Партие кӗр, Кондрат, хаваслансах саншӑн сасӑлатӑп. Вӑл пӗлӗт ҫинчи уйӑха та илес тейӗ, вара ӑна уйӑх та пырса памалла-ши? Пӗр самант иртрӗ — куракансем каллех шӑпланчӗҫ. Аэродрома ҫитме сахалтан та вунӑ минут вӗҫмелле пулнӑ. Кӗтессенче ҫулҫи шанман хурӑн тураттисем тӑраҫҫӗ. «Ырӑ шӑршӑ валли ку», терӗ вӗсем пирки лётчик. Полка васкасах ҫӗнӗ вырӑна куҫарнӑ. Ӑна ҫенӗке чӗнсе кӑларсан, чи малтан хӑйӗн тӑхлачи Макариха ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Эп ӑна тӳрех куҫран пӑхрӑм, мана хирӗҫ вӑл нимӗн тӑва пӗлмен пек пӑхса илчӗ. Ырӑ ӗҫ, куншӑн та тав-ха ӑна, эсреле. Шӑпах ҫак вӑхӑтра пурин те кӑмӑл пӑтранма пуҫланӑ. Варькӑна аван, вӑл ҫӳлте ҫывӑрать, витӗннӗ, улпут майри пек, кунта вара — пуҫ айӗнче чӑштӑртатать, айккисенче чӑштӑртатать, урасем айӗнче чӑштӑртатать, мӗн чӑштӑртатнине кам мур пӗлет-ха ӑна? Эпӗ ывӑннӑ: хулана кайса килтӗм, — терӗ те вӑл мана, сӑхманне туртса пуҫне витсе хучӗ. Ухмаха кайма пуҫланӑ пек туйӑнать. Ҫулсем мана кунтан та йывӑртараххисем ҫакланнӑ. — Гето, тӑванӑмҫӑм эс манӑн, эп шӑпах каласа параттӑмччӗ халӗ… Эпӗ Темрюк полкӗнче службӑра тӑнӑ чухне пӗр ӗҫ пулсаччӗ пирӗн. Ҫак хуҫкаланса пӗтнӗ ҫынна кичем пулни тата ӑна Саша кӳрентерни Фома кӑмӑлне кайнӑ. Мӗнлерех кӑшкӑрса ячӗ мӗскӗн! Ҫав минутра эпӗ пӗр енчен, гранит стена ӑшӗнче аякри аслати сасси евӗрлӗ темӗскерле кӗрлесе тӑракан сасса уҫҫӑнах илтрӗм. — Павлуша, эсӗ-им? — Мӗн калаҫатӑр эсир? — тет король. Асту, сассу ан тытӑнтӑр… — тӑрӑхласа илчӗ Устин Рыкалин, сӑмса кӑкӗ таранах ӳссе ларнӑ сарӑрах куҫ харшиллӗ, хуратут пуснӑ ҫаврашка питлӗ, вӑтам ҫулалла ҫитнӗ лутрарах казак. Эпӗ унпа хам калаҫса пӑхам. Урайӗнче ҫывӑракан марсиансем сике-сике тӑчӗҫ, унталла-кунталла пӑхкалаҫҫӗ. Ҫак самантра ача сывлаймиех пулатчӗ, ҫавӑнпа шӑхличӗ сасси малтан темӗнле чӗтренерех те хуллентереххӗн илтӗнетчӗ. Анчах каярахпа вӑл ҫак кӑткӑс мар инструмента ерипенех хӑнӑхса ҫите пуҫларӗ. Ватӑ та хӑлхи илтмен Борис Морозов пуҫне сулкаласа кӑшкӑрчӗ: — Салтакпа манах — халӑхӑн пӗрремӗш тарҫисем, вӑт епле! Говэн хӑй ҫирӗммӗш пулчӗ. Ун пичӗ ҫинче хӑранипе пӑлханса, аптӑраса ӳкни палӑрчӗ. Вӑл вӗт тахҫанах пулнӑ? Ҫапла-и?» — ыйтатӑп унтан. — Анчах та вӑл пур-и-ха? — терӗ Ефим. — Ҫак условисенче пуян ҫынсене усрас тӗлӗшпе сирӗн ҫӗршыври ҫынсен иртен пуҫласа каҫчен тар юхтарса ӗҫлеме тивет, — тесе асӑрхаттарчӗ мана хуҫам. Эсӗ ҫиппине пӗр вырӑнта тытса тӑратӑн, йӗппине ун патне илсе пыратӑн, тепӗр майлӑ тумалла-ҫке: йӗппине тӑп тытмалла, ҫиппине ун ҫӑрти патне илсе пымалла. Хӗрарӑмсем яланах ҫапла тӑваҫҫӗ, арҫынсем яланах тепӗр майлӑ. Кусем выльӑх хӑваласа каякансем пулӗ, тесе шутлани ман тӗрӗс пулмарӗ. — Эсӗ итлетӗн-и мана? — ун патнех пӗшкӗнсе, ыйтрӗ Шурочка. — Макар сӑмса ҫунаттисене карӑнтарса ячӗ, Разметнова куҫ хӗссе илчӗ. Ҫак вӑрҫӑран индеецсемшӗн нимӗнле сиен те ҫук. Хе-хе-хе! Ӗнер вӑл ик кооператора тирпейленӗ, паян акӑ ҫирӗм километрта почтальонӑн хӗҫпӑшалне туртса илсе, ӑна пӗр пус юлмиччен ҫаратнӑ. — О-о… о-о-о… о-о-о!.. Ҫакна курса чӗтресе тӑракан тыткӑнҫӑсем еннелле ҫӗршер алӑсем туртӑнчӗҫ. Ҫакнашкал тарӑхса ҫитсе калани Сильвера йӗп пек тӑрӑнчӗ курӑнать. Нивушлӗ пӑрахса хӑварӗҫ вӗсене? Вунпилӗк фут тӑршшӗ тапса сикнипе ҫеҫ ҫав чӑрмав урлӑ каҫса кайма май килнӗ. Манран Зинаида пӑрӑнма тӑрӑшать: эпӗ пырса кӗрсен — ҫакна асӑрхамасӑр пултараймарӑм — вӑл кӳреннӗ пек пулать. Анчах та ҫак чӑтма ҫук хурлӑхлӑ сценӑна хӑвӑртрах карса хурар. Акӑ Марчев янаракан сассипе хыттӑн калама та тытӑнчӗ: — Клисурӑ ҫыннине Мехмед тикана Болгарин киревсӗр тӑшманӗсене пулӑшма вӑл темиҫе хут тӗрмерен тарма хӑтланнӑшӑн ҫар канашӗ ӑна персе пӑрахмалла турӗ, ытти сутӑнчӑксем те ҫапла пуласран хӑраса тӑччӑр. Ҫапла вара, сӑмсах тавра унччен ҫавӑрӑннӑ пулсан, Колумбӑн экспедицийӗ кирлӗ мар пулатчӗ, сӑмах та ҫук, вӑл ӑна туман та пулӗччӗ. Анчах вӑл ҫак шухӑшсене сирсе ячӗ. Гуигнгнмсем ӑс-тӑнпа ҫутҫанталӑк пире пурне те хамӑра юратнӑ пекех юратма вӗрентет тесе шутлаҫҫӗ. Старик нимӗн калама аптӑранӑ пек тытӑнса тӑчӗ. Акӑ ӗнтӗ аппа килчӗ те манран ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, анчах эпӗ пӗр ыйтӑвне те ӗретлӗ тавӑрса калаймарӑм, мӗншӗн тесен нимӗн те ӑнкараймастӑп: фермерӗсем ҫав тери пӑлханаҫҫӗ, пӗрисем хурахсене хирӗҫ халех тухмалла, ҫур ҫӗр ҫитесси темиҫе минут кӑна юлнӑ теҫҫӗ, хурах ҫынни сурӑхла макӑрма тытӑниччен тӑхтамалла теҫҫӗ; ҫитменнине тата, Салли аппа хӑпа пӗлмест, эпӗ йӑлт чӗтрене ертӗм, хӑранипе ура ҫинче аран тӑратӑп; пӳлӗм ӑшӑнса кайрӗ, манӑн шлепке ӑшӗнчи ҫу, ирӗлсе, мӑйпа тӑнлав тӑрӑх юхма тытӑнчӗ; пӗр фермерӗ халех хӳшше кайса, вӗсене сыхласа лармалла та пырса кӗрсенех ярса тытмалла тесен, — эпӗ чутах тӳнсе каймарӑм; ҫак вӑхӑтра манӑн ҫамка тӑрӑх ҫу юхса анчӗ. Ҫакна курсанах, Салли аппа катанпир пек шуралса кайрӗ. — Тур каҫартӑрах! Мӗн пулнӑ ачана? — терӗ. — Ха! — Вӗсем сире итлемеҫҫӗ-ҫке… Ҫемҫешке… Серёжӑна чахоткӑпа чирленӗ наборщик Мендель пӗр кӗтессе чӗнсе илчӗ. — Мӗнех вара? — Юри мар, ӑнсӑртран ӳкернӗ. Эсӗ пытарасшӑн пулнӑ… Унӑн кистьчӗ сивӗнчӗ, мӑкалчӗ, вӑл вара пӗр туйӑмсӑр, тахҫанах кивелнӗ пӗр формӑпа ӳкерме пуҫларӗ. Анчах, шутласа илсемӗр ҫех, мӗнлерех телей вӑл — урамӑн тепӗр енӗнче, тӗттӗмре, ҫӗр каҫа тӑрасси те хӑв савакан хӗрарӑмӑн чӳречинчен пӑхасси. — Мӗн те пулин тӑвасах пулать ӗнтӗ, — хирӗҫ тавӑрчӗ лешӗ. — Эсир ҫапла шухӑшлатӑр-и? — терӗ вӑл. — Мӗнех вара? Гарри Гранта вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑршшӗпех типӗ ҫӗрпе шыраса каймалла пулнӑ пулсан, кун пек ҫӳревсене тума кирлӗ марччӗ, анчах вӗсен телейне пула пулӑшаканӗ тинӗс пур. Декабрӗн улттӑмӗшӗнче хӗвелӗн пирвайхи пайӑркисем хумсем ӑшӗнче ҫӗкленнӗ пек курӑнакан сӑртсене ҫутатса кӑтартрӗҫ. Акӑ упӑшка, ӑна нянька, ҫан-ҫурӑма сӑтӑраканни, банкӑсем, компрессем кирлӗ, вӑл мӗскӗн, унӑн температури тата юн таппи ҫине пӑхмасӑр, ӑна юратса пӑрахма та ҫук — ҫак савӑнӑҫсӑр картинӑсем ҫинчен шухӑшласа пӑх та, вара эсӗ Горева ман умран Азорски утравсем пекех иртсе кайнине ӑнланса илӗн. — Эй! — кӑшкӑрчӗ тепӗр ҫур сехет иртсен Увар Иванович: — мӗн ту-ха… пӗр черкке эрех пар! Лось тӑрса ларчӗ те питне ал тупанӗпе сӑтӑрчӗ. Давыдов ҫӗр ҫинчен тӑчӗ те шӑппӑн:— Лайӑх машинка! Ирхине ирех вӑл унӑн малти пӳлӗмне пырса тӑнӑ та хӑй ҫинчен: пӗр ватӑ салтак его высокоблагородие курасшӑн, тесе калама ыйтнӑ. — Иван Павлыч, суя япала ку, улталать вӑл. Ун умӗнче йӗме намӑс пулӗччӗ мана; тата хӗвел кантӑкран хаваслӑн ҫутатать, ҫӑвӑнма пырса тӑнӑ Володя, Марья Ивановна (аппа гувернантки) пек хӑтланкаласа, савӑнӑҫлӑн ахӑлтатса кулать, ҫакна кура хулӗ урлӑ питшӑлли ҫакнӑ Николай та, хӑрах аллине супӑнь, тепӗрне ҫӑвӑнмалли чӑм тытнӑскер, йӑл кулса ҫапла калать: — Ҫитӗ сире, Владимир Петрович, ҫӑвӑнӑр ӗнтӗ. — Хуп ҫӑварна! — пуҫне ҫӗклесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Эсӗ мӗн шухӑшланӑ? Унӑн ҫамки тавра чалӑшшӑн выртакан кӑвак ҫӗвӗллӗ тата сухалне тахҫантанпах хырман сӑн-питӗнче Давыдов мӗн пирки килнине тӳсеймесӗр пӗлесшӗн ҫунни палӑрать. Вӑл, суккӑрскер, япшар тумланнӑ ҫӗршер франтсемпе улпут майрисене хӑй тавра пухӗ, вӗсене вӑл леш хайхи-майхи… вальссемпе ноктюрнсем (тӗрӗссипе каласан, Макҫӑмӑн музыкӑри пӗлӗвӗсем ҫав «вальссемпе» «ноктюрнсенчен» инҫех кайман) каласа кӑтартӗ, лешсем тутӑрсемпе куҫҫулӗсене шӑлкалӗҫ. Ҫунтармалла! — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. — Каларӑм вӗт, тарӑн! — терӗ вӑл, куҫ шуррисене тискеррӗн вылятса. Пӗр ҫынни темскер шухӑшласа кӑларать те, теприсем ӑна вулаҫҫӗ… Ман йӗре ҫухатсан, эсир акӑ ҫакна астуса пырӑр: хӗвел сирӗн сылтӑм енче пултӑр, сирӗн мӗлкесем сулахаялла ӳкчӗр, хӑвӑр пынӑ йӗрпеле пӗр вунпилӗк градуса яхӑн кӗтес пулмалла ӳкчӗр. Унӑн сӗм тӗттӗмлӗхӗнчен йӗпе нӳрлӗх сарӑлнӑ. Вӑл аллине ҫӗклерӗ те, кашни сӑмахне пат та пат татса, хулӑн сасӑпа калама тытӑнчӗ: — Вилӗме вилӗмпе ҫӗнтер — акӑ мӗн! Лайӑх ӗҫлесе ҫемҫетнӗ ҫӗр пысӑк тухӑҫлӑ тырпул пама пуҫланӑ. Хутора ҫитме пӗр-икӗ километр пек юлсан, ҫул хӗррипе иртекен тарӑн вар тӗлне ҫитсен, вӑл тата тепӗр пит хӑюллӑ ӗҫ турӗ — уринчи пушмаксене хыврӗ те, йӗри-тавра вӑрӑ пек пӑхса илсе, вӗсене ҫырма тӗпнелле ывӑтрӗ, юлашкинчен вара пӑшӑлтатса илчӗ: — Сире, ылхансене, пула пӗтмелле мар вӗт-ха! Хумсем час-часах палуба ҫине ҫапса суднона шывпа лӳшкентереҫҫӗ. Вӑл темиҫе минут хушши укҫасене ҫавӑркаласа ларчӗ, анчах лӑпланма пултараймарӗ-ха. Каҫпаларах кайса кил, анчах асту… Вӑл хӑйӗн хуйхипе пӗччен юлас тесе, хӑй пӳлӗмне кайма васкарӗ. — Вӗсене персе тиврет-ха, — тенӗ Хӗрлӗ Тӑрна Синопӑна, кайӑксен йӑлтӑртатакан куҫӗсене курмаллах йывӑҫ патне ҫитсен. Часрах кӗрӗр анчах, тархаслатӑп сире! — Эсӗ тӑрӑшсах ӗҫлетӗн иккен, куратӑп, — терӗ вӑл Шубина. Вӗсем пурте ҫӗлӗксемпе тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен козаксем атаман приказне итлеме килмен, пурте пӗртан ҫынсем пек канашлама пухӑннӑ. Ыттисенчен сахал мар тӗлӗнсе кайнӑскер, вӑл, ҫапах та, пӑртак тӑна кӗчӗ, унтан вара, кусем патнелле ҫывхарас тесе кӑштах хускалнӑ пек пулчӗ. Ҫак шухӑш пуҫран туха пӗлмест. — Акӑлчан хӗрарӑмӗ? — ыйтрӗ ҫав сасӑ. Е Псалтирьне? — Вӑл ман автан пекех ҫапӑҫать, тет. — Эсир ытла та хӑвӑра хӑвӑр шанса калаҫатӑр, дон Мигуэль Диаз. Якатнӑ сарӑ хырӑмӗ ҫинче Мичо бай ҫырса хунӑ Оттаман империйӗн хӑрушӑ «менэ, факел, уфарсине» пур: ТурцIа ке падне — 1876 — Атьсем, — терӗ председатель заместителӗ, пухӑннисене пӑхса, — эпир Ешӗл ҫырмана кайма калаҫса татӑлнӑччӗ, ҫапла-и? Сӑрт айӗсем ҫӑра вӑрмансемпе витӗнсе выртаҫҫӗ, вӗсен тӑррисем ӗмӗрхи юрсемпе витӗнсе тӗтреллӗ пӗлӗтсемпе хупӑрланса тӑраҫҫӗ. Акӑ эсир мӗнле выртатӑр, — кунта мӗн кахаллӑх-и е вӑй нумай-и, ӑна пӗлме ҫук, — ҫавна шӑратса кӑларатӑп та. Тӗрӗс-и? Хӑюллӑрах хӗрсем каччӑсене чеен тӑрӑхласа кулаҫҫӗ, каччӑсем те ахӑлтатса кулаҫҫӗ, вӗсем те шапӑлти хӗрсене ҫивӗччӗн йӗпле-йӗпле илеҫҫӗ. Востоковедени институчӗ мӗнле?» Хуторта пурӑнакан старик вил тӑпри ҫине чечек е тӗм лартма, тайлӑмӗсене ҫеремпе витме сӑмах пачӗ. Анчах эпӗ хам та ку манӑн парӑм тенине, сана хисепленипе ҫеҫ эпӗ ӑна пурӑнӑҫлаймасӑр тӑнине пӗлместӗн-и вара эсӗ! Темскер шӗвӗр япалапа ҫапса ҫӗмӗрнӗ ӗнсине чӑрӑш тураттипе витсе хунӑ. Мана ҫав вӑхӑтра килсе лекнӗ йывӑр та хурлӑх аптрава сайра ҫӳревҫӗ лексе курнӑ пулӗ. Эпӗ хамӑн ещӗк кӗҫ-вӗҫ чӗрпӗн-чӗрпӗн арканса каясса е ҫил капланса килсе ӑна ӳпӗнтерсе ярасса кӗтсех тӑтӑм. Ҫапла-и? Мӗнрен килнӗ ҫак ҫӗнтерӳ? Анчах ухмах пулма эпӗ чӑнах та ватӑ. Ӗмӗтленнӗ хушӑрах пӗлсе тӑнӑ: колхозра ун пек лайӑх пурнӑҫ тума пулатех. — Ялава-и? Япаласене хӑвӑртрах пуҫтартӑм та, тӳрех ан курӑнччӑр тесе, кимӗ ҫине кайса хутӑм, кӑвайта сӳнтерсе, кӗлне сапаласа пӑрахрӑм — пӗлтӗр чӗртнӗ кӑвайт пек пултӑр — унтан йывӑҫ ҫине улӑхса лартӑм. Ывӑтса пар пӗр тенкӗ хавасланмалӑх! Укҫине илсен, вӑл ӑна тӑла ашне чиксе хурать те, кӗслине каласа, хавассӑн юрлать: — Улпут матки тамӑкра. Унӑн чӳречисенчен пӗри, хутпа саплани, ҫутӑлса тӑрать, вӑйсӑр ҫута, ҫурта ҫути тухса тӑрать унтан. Андрей, ҫил ҫуласа тасатнӑ виле шӑмми евӗр шурса кайнӑскер, хӑяккӑнрах тӑрса, хӗҫҫине старик ӗнси ҫине сулса ярас тесе ҫӗкленӗччӗ кӑна, — ун ури умне ӳлесе, ҫухӑрашса та макӑрса манкаллӑ вӗтӗр-шакӑр ачасем кӗпӗрленсе тӑчӗҫ. Кӗске самант хушши вӑл, чӑнах та, ҫав вӑрттӑнлӑх ытамӗнче пӗр хӑй кӑна пулчӗ… Олечкӑн ҫакӑн пек ывӑл ача пуррине пӗлмен те эпӗ! Укҫана карта ӑшне пӗр вӗҫрен виҫӗ хутран мала хума юрамасть, — эпӗ ҫынсем лартнисене пеме тытӑнтӑм та, тата пӗр тӑватӑ пус та купа мӗтӗҫ выляса илтӗм. — Яков тата? Виктор хӑй амӑшӗпе тӳрменччӗ, мӑшкӑласа хӑтланатчӗ. Нагульновӑн ҫил каснӑ пит-куҫӗ хӗрелсе кайнӑ, ҫиллессӗн курӑнать. — Ҫук, эпӗ ӗне лекӑрӗ мар, — тӳрех каламарӗ килнӗ ҫын. Вӑл ӑнран кайнӑ пек, Кирила Петрович енне ҫаврӑнчӗ те ӑнлантарса парасса кӗтрӗ. Артамонов «пулӗ» тесе хушса хучӗ, мӗншӗн тесен малтанхи сӑмахсене каласанах, вӑл хӑйне ниепле те ӑнланасшӑн пулман ачине ҫакӑн пек минутра ку сӑмахсене калама юраманнине ҫийӗнчех тавҫӑрса илчӗ. Тӗссӗрленнӗ курӑк ҫийӗн, ним тума аптранипе, хура кураксем вӗҫеҫҫӗ: пурте вӗсем пӗрешкел, ҫавна пула ҫеҫенхир пушшех те пӗр евӗрлӗн курӑнать. — Нимӗн намӑса та пӗлмест! — терӗ тӑракансенчен пӗри. Унӑн кинӗ, мӑнтӑр та тӗрекле ҫамрӑк хӗрарӑм, чул ҫинче ларса шыв ҫинелле ним тӗссӗр пӑхса, чӗтрекен аллипе сӑх-сӑхрӗ; унӑн тутисем хускалса тӑчӗҫ, аялти тути хӗрри — хулӑм, хӗрлӗ, йытӑ тути пек йӗрӗнмеллескер, усӑнса анса сурӑх шӑлӗ пек сарӑ шӑлӗсене кӑтартрӗ. Юлашкинчен учитель ҫапла каларӗ:— Мӗн… мӗн турӑн эсӗ? Пуклакрах пуҫлӑ кӗлесӗр атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑсӑр шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан, — ку ахаль ҫын; тӑвӑр та ҫаврака пуҫлӑ, кӗлӗллӗ атӑ тата ансӑр пӗҫӗллӗ, штрипкӑллӑ, урасем ҫумне ҫат ҫыпҫӑнса тӑракан шӑлавар тӑхӑннӑ пулсан е шалпар шӑлавар атӑ пуҫӗ ҫине чатӑр пек усӑнать пулсан, — ку mauvais genre шутне кӗрекен ҫын, т. ыт. те. Пӗр самантрах пӗтӗм ҫурта ҫулӑм хыпса илчӗ. Май килсен, эсир ӑна, Василий Васильевича, каласа парӑр: Зуев ӗҫӗ кӑмӑла кайрӗ, тейӗр. Сид вӑранмарӗ. — «Э, пӗлместӗн, йӗркисене пӗлместӗн! — Акӑ мӗн патне пурӑнса ҫитрӗн эсӗ! Унтан, пач кӗтмен ҫӗртенех, тытса чармалла мар хӗрӳлӗхпе кӑшкӑрса ячӗ вӑл сасартӑк: — Ах, мӗнле ырӑ мана санпала, юратӑвӑм манӑн! — Тӳссе тӑма пултараймастӑп! Ҫур сехет иртсен, ку вӑхӑтра, хам шутланӑ тӑрӑх, карап ҫинчи матроссем апат ҫиме ларнӑ ӗнтӗ, эпӗ хам каютӑран вӑрттӑн тухрӑм та карап борчӗ ҫине ҫитрӗм, ҫак ехусем хушшинче юлас мар тесе тинӗсе сикме, вӗсенчен хӑтӑлма шутларӑм. — Дубцов счетовод ҫине шӑтарасла пӑхса илчӗ. Ҫакӑн пек кӗтмен ҫӗртен пулса иртнӗ тӗлӗнмелле сӑкӑлтӑк пӗтӗм ӗҫе пӑтраштарса хучӗ, мӗншӗн тесен, хут ҫинчен копине те пулин ӳкерсе илме ӗлкӗреймен пулнӑ. Вӗсем пире хӗнес ҫук. — Пирӗн дивизирен, мӗншӗн-ха… Ҫапла! Унтан сасартӑк, ухлатса илсе, вӑл хӑй Тихона пуҫӗ урлӑ ҫав тери хытӑ ҫӗклесе ҫапрӗ. Лешин, ҫӗре хытӑ пырса ҫапӑннипе, урисем тӳсме ҫук ыратса кайрӗҫ. — Ту-ту-ту-ту… — хуравларӗ ӑна еврейка. Манӑн та картина ӳкерме пӗлесчӗ, — терӗ хӗрача. Кам чарма пултартӑр-ха сире ун патне, ӑна сыватассишӗн хӑвӑр та тӑрӑшнӑ лайӑх паллакан ҫын патне, ҫыру ҫырса яма? Фуфайкине икӗ татӑк пиртен, сарӑ та кӑвак тӗслӗскерсенчен ҫӗленӗ, тата пысӑк цифрсемпе номер палли тунӑ. Давыдов тарӑхса Аржанов аллине пӑрса ячӗ: — Кай ҫӑва патне! Ҫуллахи каҫ пӑчӑ та лӑпкӑ пулчӗ. Вӗсен хушши ҫак вӑхӑтра 400 миллион километра ҫитет. Ҫавӑнпа эпӗ, нимӗн иккӗленсе тӑмасӑрах ку чӑнах та латин чӗлхи, тесе йышӑнма пултаратӑп. Анчах эпӗ хамӑн кун-ҫулӑма арӑмпа тата ачасемпе пӗрле пурӑнса ирттерсен хамшӑн усӑллӑрах пулӗ тесе шутларӑм. Никам та сас кӑлармарӗ. Местечкӑн инҫетри кӗтессисенче йытӑсем вӗреҫҫӗ. Кӗҫех ҫумӑрӗ те ҫуса ячӗ, ҫӳпҫерен янӑ пек чӗреслетсе ҫӑвать, ҫилӗ те ҫав тери вӑйлӑ, унашкал ҫил эпӗ нихҫан та курман. — Лешӗ, паллах, ӑна тутлӑ эрехпе хӑналантарнӑ; анчах хӑй ӑна хирӗҫ ҫапла калать: турӑ пулӑшнипе тухса кайӑр эсир, хам характера улӑштарма пултараймастӑп эпӗ! Халӗ ӗнтӗ йӑлтах пӑтрашӑнса кайрӑм, мӗн тумалла, нимӗн те пӗлместӗп. Вӑл хӑйӗн пысӑк счечӗ тӑрӑх пуян ҫынла тӳлесе татӑлчӗ. Вут кирлӗ-им вара? — тет Улитка кинеми, ҫынна ырӑ тума май пурришӗн мӑнкӑмӑлланса. — Манӑн сӑмса кунта темӗнле майлах маррине сисет. — Калаҫу калаҫма килте! — ҫиленсе кайрӗ те Квейс, ҫӳҫ тӑпкине силлентерсе илчӗ. Чирленӗ хушӑра Андрей походра пулнӑ чухнехинчен те ытларах улшӑнчӗ. Чимӗр-ха! Вӑл ҫакна хӑйӗн тӑванӗнчен илтнӗ-мӗн. Сехет иккӗ, виҫҫӗ, тӑваттӑ, пиллӗк ҫитет — улттӑ тӗлне пӗтӗм хула вӑранать те, шӑплӑх сирӗлет. Площадь еннелле крыльца тухать, унта час-часах чӑхсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен крыльца ҫине яланах кӗрпе-тавраш е ытти ҫимелли япала тӑккаланать, кӑна ӗнтӗ, чӑн, юри тумаҫҫӗ те-ха, суд ӗҫӗпе пыракансем сыхланайманнипе ҫеҫ пулкалать ку. Биржӑра ҫав вӑя нумаях пӗтереймӗн, вара купец, тухӑҫлӑн, усӑллӑн вӑй хумалли пурнӑҫ тӗлӗсене чухлаймасӑр, хупахсенче кутёжсем туса, мускул капиталӗн ытлашкине салатать. Ҫакӑн хыҫҫӑн Олеся, хӑранипе те ҫилли тӑвӑлса килнипе теветкелленсе, хӑйне асаплантаракансенчен пӗрин ҫине вирлӗн пырса ҫапӑннӑ та лешне ураран персе ӳкернӗ. — Ҫапах та ҫыратӑр эсир кун пек ҫырӑва! — терӗ Негоро. — Кам пирӗн пассажира илсе ҫитерме килӗшет? Ҫул ҫинче Улӑп тӑпри е такам тахҫан чутласа лартнӑ чул кӗлетке курӑнса каять, ҫӗр ҫийӗн каҫхи кайӑк сассӑр вӗҫсе иртет, хуллен-хуллен вара сан асна ҫеҫенхир юмахӗсем, иртен-ҫӳрен каласа кӑтартнисем, ҫеҫенхирте ҫуралса ӳснӗ нянька халапӗсем, ху курнисем, хӑвӑн чун-чӗрӳ витӗр тухнӑ уйрӑм самантсем киле-киле кӗме тытӑнаҫҫӗ. Ун умӗнче тӑракан килӗшӳсӗр кӗлетке хӑрушӑ пулма пултарайман пулӗ. Кунпа пӗрлех вӑл тӳрленмелле мар ухмаха ерчӗ. Ҫӗрле юр ҫума тытӑннӑ. Пӑрлӑ шыв мана килентерет, эсир пур мана ҫак пурнӑҫа пӗр киленӗҫлӗ самантшӑн ҫухатма кирлӗ мар тесе ӗнентересшӗн — телей пирки каламастӑп та эпӗ. Джон Мангльс ҫакӑн пек ыйтусемпе пуҫне ҫӗмӗрсе, ҫак пӑхса нимӗн курӑнмалла мар тӗксӗмлӗхе ҫутӑ пайӑркисем часрах сирсе пӑрахчӑрччӗ тесе шухӑшланӑ вӑхӑтра пассажирсем хӑйсен койкисем ҫинче канчӗҫ. Хам ӗҫлекен отделенин начальникӗ мана курсанах сиввӗн пӑхса илессине эпӗ пӗлетӗп, ҫавӑнпа департамента кайман та пулӑттӑм. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн лавсем патнелле чупмаллаччӗ пуль, анчах вӑл вырӑнтан хускалма пултараймарӗ, малалла каларӗ: — Леш тӗнчере эсӗ тамӑкра ҫунатӑн! Эсӗ йӗнерсӗрех ларса пырӑн, кунта инҫе мар. — Ну курӑк вӑйлӑ та кӑҫал! Тӑвӑл, ҫак шӑрӑх, чӑтмалла мар тӑкӑскӑ кун кунӗпех васкамасӑр пухӑннӑскер, нихӑҫан пулман вӑйпала урса кайрӗ Переброд ҫийӗн. Кораблев вӗсене пурпӗрех ӑнланайман пулӗччӗ. Ҫавӑн пек телескоп витӗр сӑнаса пӑхма питех те меллӗ пулман. Эпӗ хам пурлӑхӑмшӑн ахаль те инкек курса пӗтрӗм авӑ… Кӗрхи каҫ сулхӑн та ҫилсӗр. Старик кимӗ сӑмси патӗнче тӳрленсе тӑчӗ. Темиҫе кун хушши вӑл темӗнле лӑпкӑ шухӑшлӑн выртрӗ, пӳлӗм тӗлӗнчен Макҫӑм иртсе ҫӳренӗ чухне вара кашнинчех суккӑрӑн пичӗ ҫинче вӑл темшӗн пӑшӑрханса ӳкни палӑратчӗ. Ҫав тери чее, тӗлӗнсех каймалла! Учитель килнӗ хыҫҫӑн темиҫе кунран Троекуров ҫавӑн ҫинчен аса илет те, ӑна „пӗрре упа пӳлӗмне кӗртсе хӑналантарас шут тытать. Карапӗ те хӑйне путарасса, паллах, кӗтсе тӑмасть, ҫавна та ҫинчех шута илмелле, пӗтӗм конвойӗ-мӗнӗпе пулемёчӗсемпе, мӗнпур орудийӗсемпе пеме тытӑнать вӑл. — Турӑ умӗнче эсӗ манӑн арӑм пулатӑн, тесе каламарӗ-и вара вӑл мана? — Иван Кузмич вал ҫинче, вӑл мана сирӗн пата ячӗ. Акӑ ӗнтӗ пӗр пӳрт мӑрйинчен хура тӗтӗм мӑкӑрланса тухрӗ те ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ, тӗтӗмпе пӗрле вара, авӑрлӑ шӑпӑр ҫине утланса ҫӳл тӳпене тухатмӑш карчӑк улӑхрӗ. — Ҫамрӑксене ҫителӗклӗ сӑлтав пулмасан нимӗнле ӗҫ тума та чармалла мар — акӑ манӑн йӗрке. Тен вӑл, хытӑ хуйхӑрнипе, тепӗрне юратса пӑрахӗ те ӑна юриех, тарӑхнипе, ялта ҫук чипер хӗр теме пуҫлӗ. Тельмарш часах ҫывӑрса кайрӗ. Том хӑй ҫывӑракан пӳлӗмӗн чӳречи витӗр пырса кӗнӗ вӑхӑталла ҫӗр ирте пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. — Пӗлетӗп… вӑл унта ноябрь уйӑхӗнче кайрӗ. — Ҫапла, ун чухне вӑл унта пӑрахутсем килессе кӗтнӗ. Йытти, хӑй хӑнӑхнӑ май, вӗсене сыхлама алӑк патӗнчен хӑпмарӗ. Сывлӑхлӑ пул, тӑванӑм, акӑ мӗн! Эпӗ вӗсене пурне те пӗлетӗп, пуринпе те пӗрле ӗҫленӗ. Ку сӗнӗве пурте кула-кулах ырларӗҫ. — Эпӗ халӗ телефонпа кайса калаҫап, эсӗ кофе ӗҫсе чӗнмесӗр лар. Вӑл кулса ячӗ. — Кулӑшла! — терӗ вӑл. Эпӗ вӑл «кулӑшла», «ухмах йытӑ» теме юратнине сиссе илтӗм. Ӗҫ! Пӑван аллисене ӗнси ҫине майпен хучӗ те, кардинал енне пӑхрӗ. Унӑн ула чӑпар сӑнӗ пӗртте хускалмарӗ; хулӑн тути хӗрри, темле вӗри япалапа пӗҫертнӗ пек, чӗтресе илчӗ. Государство мӗн иккенне пӗлес тетӗр пулсан — ҫакна вулӑр! Анчах ҫак медицина службинче тӑракан ҫиленчӗк ватӑ майоршӑнах шӑпах ман ӳпке килӗшсех каймарӗ. Кунта унӑн ҫывӑх ҫыннисене пытарнӑ пулмалла. — Э! Лантенак хӑрушсӑрлӑха тухрӗ, ун умӗнче каллех виҫесӗр анлӑ вырӑнсем уҫӑлчӗҫ; вӑл кирек мӗнле хӳтлӗх те суйласа илме пултаратчӗ. — Нимӗн те мар, — ответлерӗ Павел Петрович: — сана ахалех чӑрмантарнӑ. — Унтан Давыдов енне ҫаврӑнчӗ те малалла каласа кайрӗ: — Ирхине ӑна курма кӗтӗм те унта вӗсен, фельдшерпа иккӗшӗн, шуйттан та ӑнланса илмелле мар тавлашу пырать. Майор вӑл ҫынсем мӗн тума килнине пӗлме шут тытрӗ. — Тепӗр ҫӗнӗ хыпар та пур, — малалла калаҫрӗ Бек-Агамалов. Лашине вӑл каллех Лбов енне ҫавӑрчӗ те, шӳтлесе, ун ҫинелле кӗме пуҫларӗ. Лаша пуҫне сулкаларӗ, хӑй тавра кӑпӑк пӗрӗхтере-пӗрӗхтере тулхӑрчӗ. Ак ӗнтӗ умри пӗлӗтсем хӗвеле хупласа илме пуҫларӗҫ; акӑ вӑл юлашки хут пӑхса илчӗ; горизонтӑн хӑрушӑ та тӗксӗм енне ҫутатса илчӗ те ҫухалчӗ. Ҫак пур ҫырусене те вӑл интересленсе вуланӑ, пурне те ответ панӑ, ҫавӑнтах тата кирлӗ учреждение ҫав-ҫав командирӑн арӑмне пулӑшма ыйтса ҫырса янӑ; ҫурт управляющине, вӑл фронтовикӑн, боевой командирӑн ҫемйине кӑмака лартса памасан, ун патне хӑй пырса пуҫне пӑрса татма пулнӑ, Казахстанра пурӑнакан питех те кӑткӑс, астуса юлмалла мар ятлӑ вӗренекен хӗр ачана вӑл иккӗмӗш четвертьре двойка илнӗшӗн хӑтӑрнӑ. — Ну, апла ярать… Ху мӗскер тӑватӑн — ҫавна юратмалла, вара ун чухне кашни ӗҫ, ҫак шутрах чи тӳрккесси те, — творчество пулса ҫӗкленет… Анчах ӑна инҫерех кайма май тивмерӗ. — Нумай авторитетсем ҫапла тунӑ. Вазуза патне ҫитесси мӗн чухлӗ юлчӗ? Роберта пурне те каласа пачӗ вӑл. Сирӗн кимӗ ҫинчен куҫа илмӗп эпӗ, — шантарчӗ Дик Сэнд. Уйӑх ҫути кӑнтӑрла курӑнакан сӑнсене улӑштарса кӑтартнӑран-и е урӑххи пирки ӑна сасартӑк пӳлӗмре пӗччен ларма хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ. Столовӑй урлӑ юман шкапсем ларакан пӳлӗме кӗчӗҫ. Феничкӑн куҫӗсем типрӗҫ, хӑрани те иртрӗ — вӑл ҫав тери хытӑ тӗлӗнчӗ. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле шурӑмпуҫне ачасем нихҫан та курман. Вӑл кӑвайт чӗртсе ярса ӑшӑнчӗ, пӗр котелок вӗри шыв ӗҫсе ячӗ, унтан, малтанхи каҫхинехи пекех, чул хӳттине ҫывӑрма выртрӗ. Виноградпа лимонсем пире ытти вырӑнсенче те кирлӗ. — Алексей Иванович, ятлаҫма чарӑнӑр, вӑл вырӑсла ӑнланмасть. Апла ӑҫтан пӗлетӗн-ха эсӗ (Итали ҫыннисем пӗр-пӗрне час-часах эсӗ теҫҫӗ, ку паллӑ ӗнтӗ) Эмилӗн тӑшмансем пулас ҫуккине, хавхаланӑвӗ пулсан та, кунта… Чулсем хушшине сыхланса тухрӑм та, дрок тӗми хыҫне пытантӑм. Чухӑнӑн мӗскӗн чӗри мӑлатукпа шакканӑ пек шаккать… 55-мӗш ҫулта вӑл ывӑлне университета илсе кайнӑ; Ҫил пӗр тамалмасӑр вӗрчӗ, барометрӑн ртуть юпи вылянса тӑни ҫӗнӗрен тӑвал пуҫланасса пӗлтерчӗ. Катя кӑна ӗненсех пӗтермерӗ. Эпӗ вара ӑна ӗнентерес тесе, ҫутӑпа сасӑсен хӑвӑртлӑхӗ ҫинчен темӗнле цифрӑсем каласа патӑм. — Кӑн-кӑвак. — Сэр, — терӗ плантатор, васкаса каретӑран тухса, — эпир сире пула… Шӳт тумасӑр, чиперех каларӗ вӑл: — Вӑт кӑна ӗненетӗп эпӗ! Нихҫан та тавлашӑва хутшӑнмасӑр юлман Гленарван ҫапла каларӗ: — Пирӗн епле пулсан та ҫак йывӑҫ ҫинче тискер кайӑксем пулманнипе килӗшес пулать — вӗсем пурӑнни этемлӗхшӗн кирлӗ-и, е наукӑшӑн анчах пулсан та, пурпӗрех. Тӗреклӗ-и? — Сасӑ та, ҫутӑ та хускавпа ҫыхӑнса тӑнӑ пирки, вӗсен те пӗр пекрех енӗсем чылай пулма тивӗҫ. Ну, тӑвансем, ҫав «фордзон» трактор вӑйлӑ япала та вара! Мичо чӑтса тӑраймарӗ. Манӑн алӑпа тунӑ пӗчӗкҫӗ челнок, халӗ шыва путнӑскер, ҫак пысӑк та пур хатӗрсемпе пуянлатнӑ караппа танлаштарсан, хумсем хушшинче чылай ҫӑмӑлрах ҫӳретчӗ. Чан сасси нумаях илтӗнсе тӑмарӗ. Те ҫил пирки, те урӑх сӑлтавпа, ҫак ирхине Марийкӑн сӑн-пичӗ юлашки кунсенчи пек мар, хаваслӑрах пек курӑнать. Ҫитменнине, пирӗн ҫинчен: тискер этемсем, тесе те калаҫҫӗ… — Тӑваттӑ кӑваккине, шуррисӗр. Радӑпа Огнянова хутне кӗрес тенӗ пек ҫӗкленнӗ ӑшӑ кӑмӑл кӗтмен ҫӗртен сӗврӗле пуҫларӗ, ҫынсем шӑпланни кун пек юрамастчӗ тенине пӗлтерчӗ. — Мӗншӗн сайра пӗрре? — хирӗҫлерӗ Петька, кӳренсе. Шӑп алӑк патӗнче пӗр пысӑк уссиллӗ хитре арҫын-фельдфебель тӑрать, тесакпа, шинельпе вӑл, шинеле ҫумӗнче хӗреспе Венгри медалӗ. Ун шучӗпе, «ырӑ кӑмӑллӑ пани» пӗр хӑйӗн савӑнӑҫӗшӗн кӑна музыка калать, вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхас ҫук. Камердинер пире простынь сарса пачӗ, минтерсем хурса пачӗ; вара эпир выртрӑмӑр. — Эсӗ пӗрре — пурне те пӗлнӗ пек, пурне те пултарнӑ пек хӑтланакан ҫынсем ҫинчен каланӑччӗ… Соломон, — сӑвӑҫ, ӑсчах тата патша, — чухӑн хӗре ир-кӳлӗм иҫӗм пахчинче курса, хӑй керменне илсе килнӗренпе ҫичӗ кун иртнӗ. — Юмлатӑп… Ҫав вӑхӑтрах вӑл пӗтӗм ӳчӗ-чунӗпе ӑшӑ кӑмӑл кӗтни, ачаш сӑмах ыйтни паллӑ пулчӗ. Мана хулхушши айӗнчен тытса ҫӗклерӗ, чуптурӗ те тӗреклӗн пристань палуби ҫине тӑратрӗ. — Кам пулчӗ ку? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Павка Климкӑран. — Эпӗ, акӑ, шухӑшласа пӑхнӑ: сурӑх хыҫне ҫутҫанталӑк ӳтлентерсе, ҫыпӑҫтарса янӑ ҫав курдюк ӑна мӗн тума кирлӗ-ха? Урамра, пӳрт умӗнче, ҫирӗп кӑна пусса лаша утса килни илтӗнчӗ, Оленин, типсе ҫитмен пирки йӑлтӑракан тӗттӗм кӑвак илемлӗ лаша ҫинче йӗнерсӗрех ларса, хапха патне ҫитсе тӑчӗ. — Эпӗ апла пачах сан пек мар: унашкал юрать пулсан, малтан эпӗ унпа юнашар калаҫса ларӑттӑм… Фома унӑн сывлӑшне хӑйӗн пичӗ ҫинчех туйса илнӗ, унтан, ун пекех шӑппӑн:— Ҫапла ҫав… — тенӗ вӑл. Ун хыҫӗнче те Вазуза патнелле тӑсӑлакан пысӑк хутӑшла вӑрман карӑнса ларать. Эс ӑна тӗрес каланӑ. Унти сывлӑш, туршӑн та, эмел пекех. Чӑнах! Эпир витӗр курӑнакан ӑшӑ пыла ҫӑл шывӗпе ӗҫрӗмӗр те, пыл хурчӗсем нӑрлатнӑ тата ҫулҫӑсем шӑпӑлтатнӑ сасӑпа ҫывӑрса кайрӑмӑр. — Ну… Кам ӑна пӗлет? — Итлӗр-ха, — терӗ Женя. — Пирӗн Дёндири савнӑ ҫуртпа мӗн пулӗ вара? Эсир ҫакӑн пек атмосферӑра сас-чӗвӗ епле вӑйланса сарӑлнине асӑрхарӑр-и? — Ман иртнӗ пурнӑҫ, Рада, тата йывӑртарах пулнӑ. Эсӗ ман ҫӑкӑр таткине туртса илтӗн! Ӗнтӗ малтанах пӗлнӗ ӗҫе ҫӗнӗрен сӳтсе явса, виҫсе пӑхнӑ; вӗсен ҫумне ҫӗнӗ фактсем, хакалере тин ҫеҫ пӗлнӗскерсем, хушӑннӑ. Апат илсе килчӗҫ. Пилӗк негр вара путакан карап ҫинче, типҫӗртен пин те икҫӗр мильӑра, тӑрса юлнӑ. Ӑна, чысне ҫухатнӑ ҫын тесе, намӑс юпи ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ те ун ҫывӑхне чукмар хураҫҫӗ. Ку чукмарпа вара ӑна кашни иртсе каякан ҫапма тивӗҫ. Ҫапла ӑна мӗн вӗлериччен хӗнеҫҫӗ. Эпӗ самантлӑха чарӑнса тӑратӑп, ун ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илетӗп те кӑшкӑрса яратӑп: Ман хыҫҫӑн, тавӑрар! Ҫакна вӑл аванах пӗлет, мӗншӗн тесен вӑл Япони императорӗ патӗнче его величествӑн посланникӗ вырӑнӗнче ӗҫлеме тивӗҫлӗ пулнӑ. Ҫул ҫинче те халӑх сахал ҫӳрет халӗ. Сковородников хӑйне большевик тесе пӗлтерчӗ, Даша инкене турӑшсене илсе пӑрахма хушрӗ. — Ун упӑшки — ман алӑра. Мраморпа сланец, известь чулӗпе хӑйра чулӗсем вырӑнне тӗксӗмрех сийлӗ стенасем курӑна пуҫларӗҫ. Темӗн ишӗлсе анчӗ те стена тӑрӑх шӑвать. — Ҫулпуҫа яланах халӑх юратса тӑмалла, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Пайтах асап курса пӗтнӗ хыҫҫӑн — вӗсем ҫинчен рапортра асӑнма кирлӗ те мар — 1915-мӗш ҫулхи майӑн 23-мӗшӗнче тупнӑ ҫӗр ҫине тухрӑмӑр, 81°09′ широтара, 58°36′ долготара. Кайран вӗсен ҫӳле те хӑпарса пӑхас килсе кайрӗ. Эпӗ Фросьӑна унӑн вырӑнӗ патӗнче час-часах куратӑп. Картана пырса кӗмелли вырӑна картласа хума ан манӑр. Хӑвӑртрах ӗнтӗ! Сахал мар шыв юхса иртрӗ унтанпа, авалхи ҫинчен аса илесси маншӑн хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатрӗ, асаилӳсем халӗ ӗнтӗ уҫӑмсӑр шухӑшсем пек кӑна пулса тӑчӗҫ, турӑ ҫынни пек пулса ҫӳрекен Гриша та хӑйӗн юлашки ҫулҫӳревне тахҫанах утса тухнӑ; анчах ун сӑнарне, вӑл вӑратнӑ туйӑма эпӗ нихҫан та манас ҫук. Кашниех харпӑр хӑйне ҫеҫ курать, общество ӗҫне каторга вырӑнне шутлаҫҫӗ. — Пӗри пӗрне нимӗн те кансӗрлемест. Кӗскенрех каласан, мина ҫурӑлмах хатӗр пулнӑ, ӑна пӗр хӗлхем кӑна ҫитмен: минӑна кӗрӗслеттерсе яма сӑлтавӗ пулман. Эпӗ, ӑна шухӑшласа ларма чӑрмантарас мар тесе, каялла ҫаврӑнма шутланӑччӗ, вӑл ман ҫине пӑхса та илчӗ. Йӗрӗ аран ҫеҫ курӑнса тӑнӑ, анчах вӑл пӗр-пӗр пӗчӗк шыв, пӗве е ҫӑлкуҫӗ патне шыв ӗҫме ҫӳрекен ҫул пулмалла. — Ӑсранах кайман та, кунта тепӗр кун тытӑнса тӑрас пулсан, ӑсран каятӑпах. Вӑл сӑмахланӑ чухне пурте ним те чӗнместчӗҫ, хӑйне-хӑй шанса калакан, ҫыпӑҫуллӑ, сӑмаха тимлӗн итлетчӗҫ. Апатланнӑ хушӑра эпӗ тӗрлӗ япаласен ячӗсем вӗсен чӗлхипе мӗнле пулни ҫинчен ыйтса пӗлме хӑйрӑм. Хӑмпӑпа ҫапакан тарҫисем пулӑшнипе ҫак чаплӑ ҫынсем эпӗ мӗн ыйтнисене хирӗҫ кӑмӑлласах ответлерӗҫ. Хӑйсем вара эпӗ вӗсен чӗлхине вӗренсе ҫитсен, вӗсен пултарулӑхӗсенчен ҫав териех тӗлӗнсе каяссине шанса тӑнӑ пулмалла. — Апла-тӑк — ан кай!.. Володьӑпа аслӑ Ивин унӑн пуҫне пӗкрӗҫ те ӑна лексиконсем ҫине тӗрентерчӗҫ; Сережӑпа эпӗ мӗскӗне тӗрлӗ еннелле тапкаланакан урисенчен ярса тытрӑмӑр, шӑлаварне чӗркуҫҫи таран тавӑртӑмӑр та кула-кулах урисене ҫӳлелле тӑратрӑмӑр; кӗҫӗн Ивин пӗтӗм кӗлеткине тӳрӗ тытса тӑчӗ. Ҫакӑн пек усал шӳт туса, пире уйӑраканни вӑл мар. — Инди ҫыранӗсем хӗрринче, Малай утравӗсем ҫинче, Океанире! Тепӗр минутран Шабашкин Кирила Петрович умне ҫитсе те тӑрать, хӑй пуҫне тая-тая, хушусем парассине шиклӗ хисеплӗхпе кӗтет. Тоня хӗрелсе кайрӗ те, вӑтанса, пӑлханарах: — Эпӗ ӑна хам пӳлӗмри диван ҫине вырнаҫтаратӑп. Ардальон мана каларӗ: — Вот эпӗ мӗнле, ачам… Замокӑн виҫӗ хучӗ те ҫунать, анчах вӗсем патне ниепле те ҫитме ҫук… Ҫултан аташса каяттӑн, пур сукмаксене те ҫухататӑн, юлашкинчен, вӗсене шыраса ывӑнса ҫитсен, шӑлсене ҫыртатӑн та чӑтлӑхпала тӳрех, ҫӗрте выртакан хӑрӑк йывӑҫсем тӑрӑх, шурти чӳхенсе тӑракан тӗмескесем тӑрӑх уттаратӑн — юлашкинчен вара, яланах ҫул ҫине пырса тухатӑн. Пӗлетӗн-и, халӗ ҫав киревсӗр мухтанчӑк шукӑль пирӗн патӑмӑра пырса тӑрсан, вӑл мана Артур пекех туйӑнчӗ. — Пӗрне-пӗри сывлӑх сунтӑмӑр, паллашрӑмӑр. Эпӗ сире валли портвейн илсе килетӗп, мистр Гэндс. Пирӗн вара пачах урӑхла пулса тӑчӗ. — Яков вилчӗ. — Вара, пӗлтӗм-им-ха эпӗ? — куҫхӳрипе кулса ыйтнӑ Фома. Ҫав самантрах пулемёт хаяррӑн та васкавлӑн ахӑлтатса ячӗ. Вӗҫӗмсӗр вӗҫекен пульӑсем тӗкӗлтура пек сӑхнипе, Топтало хӑйӗн кӑвак лашипе пӗрле вӑркӑнса кайса ӳкрӗ. Вӑл пӗрре тытсах мӗн ҫимеллине веҫ ҫисе ярать. Вӑрҫӑра пиҫнӗ курсантсемпе тата Чека отрячӗсемпе пӗрле коммунистсен пӗрремӗшпе иккӗмӗш батальонӗсем ӗҫе тытӑнаҫҫӗ. Кунта бандитла хӑтланмалли ҫук! Манӑн мӗн пурри ҫавӑн пекех санӑн мар-и вара? Эпӗ сана юрататӑп пулсан, санран пулӑшу илеп-и е колхозран кӗлмӗҫленсе ыйтӑп-и вара?! — Анчах сирӗн хӗр пур, вӑл… — Вӑл ман ята ҫӗртрӗ! Павелпа ҫуммӑн ларакан пӗр вунулттӑсене ҫитнӗ хӗр, хӑйне Мура ятлӑ тесе паллаштарнӑскер, сенкер куҫӗсене выляткаласа, Павел енне карточка.. тӑсрӗ те шӑппӑн:— Фиалка, — терӗ. Каланӑ! Ҫитменнине наганпа та сӗтеле шакканӑ. Эсӗ, Давыдов, Макарушкаран та япӑхрах пулса пыратӑн, тупата туршӑн! — Анне, эсӗ-и? — ыйтрӗ вӑл. Калатӑн та ҫав! Эпӗ пит те лӑпкӑ тӑрӑп… Халь ак итле ӗнтӗ пӗтӗмпе мӗнле пулса иртнине. Паян эп ирпе ирех кофейнӑйне кӗтӗм, сана арестленине Ганкоран малтанхи хут илтсеттӗм. Вӑл итлекенсене Мускаври ҫамрӑксен организацийӗ ҫинчен калама пуҫларӗ. — Ҫук, Гансӑн ун пек кинжал пулман. Эпӗ урнӑ пек кӑшкӑрса ятӑм, ман хӑватӑма хак хума пӗлнӗ телефонистка мана пӗлтерчӗ вара «Иккемӗш рангри военврач Павлов докладласа парать», тесе. — Алтӑр! — Пулин тата, — тесе хучӗ Роберт, — кимӗ тӑватпӑр. Ҫав жандарма Манол мучи ывӑлӗ пенӗ пулинех тесе шухӑшлатчӗ-ха вӑл, тинех ун ӑшӗ вӑркама чарӑнчӗ. Унта ултӑ вӑкӑр мӑшӑрласа кӳлме пулать. Ҫак тӑвӑр та темӗн тӑрӑшшӗ тӗрексӗр фургона шӗвӗр патакпах ҫул кӑтартса памашкӑн питӗ маттур пулмалла. Акӑ вӑл калать: — Мӗн-ха вӑл этем, ытах та вӑл таса пулмалла пулсан, тата унӑн, хӗрарӑм ҫуратнӑскерӗн, тӳре пулмалла пулсан? Тӗлӗнсе кӑна тӑнӑ вара ҫынсем Соломон паракан хуравсен тарӑнӑшӗпе ҫивӗчлӗхӗнчен. Тӗлӗнмелле! Эпир вара — инсарсем. Полли мӑнаккӑшӗ пурҫӑн ҫип вӗҫне ункӑ турӗ, ӑна ыратакан шӑл ҫине тӑхӑнтарса хытӑ туртӑнтарса лартрӗ, тепӗр вӗҫне кравать пуҫӗнчен ҫыхрӗ; унтан ҫунакан вутпуҫҫине ярса тытрӗ те ӑна ачан сӑмси патнех илсе пычӗ. Вӑл хӑйӗн йӑлисене пысӑк хисепе хурать, вӑл — патриархальнӑй, вӑл ӗненмесӗр пурӑнма пултараймасть… Вӑрат эс Дункана, куҫне яр уҫтӑр:Кам чӑтӗ пусмӑра, тӗнче тарӑхӑвне,Кӳренӗве, пур тӗрлӗ мӑшкӑла. Хӗрарӑм хыҫӗнче, ун хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса, ҫутӑ костюмлӑ, мӑнаҫлӑ сӑнлӑ та Вильгельм императорӑнни пек ҫӳлелле кукӑртнӑ мӑйӑхлӑ, — кӑштах Вильгельм евӗрӗ те пурччӗ хӑйӗнче, — ҫӳллӗ пӳллӗ ҫамрӑк ҫын тӑратчӗ. Вӑрман хӗрринче, ҫул айккисенче, виле тӑприсем курӑнкалаҫҫӗ. Халӑх мана шанчӗ пулать те, эпӗ… ҫук, ҫук, ан та калаҫӑр! — сулкаларӗ вӑл аллисемпе, тухӑҫлӑ хуҫалӑх тӗлӗшпе каланӑ шухӑш унӑн мар, Воропаевӑн пулнӑ пек. Чи малтанах, акӑ, эпӗ ҫуралсанах, эпи-карчӑк манӑн вилнӗ аннене тӳрех ҫапла каланӑ: «Санӑн ывӑлу, ҫитӗнсе ҫитсен, генерал пулать. Кардинал сасси куҫҫуль витӗр тухрӗ, ҫавна илтсен Пӑван кӑмӑлӗ ҫемҫелсе иккӗленме пуҫларӗ. Ачи пирӗн пӗрре ҫеҫ. Мӑшкӑл кӑтартма чӗнтӗн-им? Часрах тӑчӗ те, ӑсран кайса, каллех ҫул ҫине чӑн малта ӗрӗхсе пыракан лаша ури айне упаленсе тухрӗ. Ҫамрӑк казаксем, сума суса, уттисене пӗчӗклетеҫҫӗ те, папахисене хывса, вӗсене пӗр вӑхӑт хушши хӑйсен умӗсенче ҫӗклесе пыраҫҫӗ. Уйӑх тухма та вӑхӑт ҫитрӗ, анчах тӳпене лаппипех тачка пӗлӗтсем хупласа илнӗ, ҫавӑнпа уйӑх анса ларас умӗн кӑна курӑнма пултарни пур енчен те палӑрать. Вӑл кайсан Таня кулса ячӗ. Унӑн макӑрас килчӗ, вара, ҫав кӑмӑла путарас тесе, вӑл хӑй ӳсӗрӗлнинчен те ытларах ӳсӗр пек курӑнма тӑрӑшрӗ. Ухтищев дамине Вера тесе чӗннӗ, вӑл хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, шурчас сӑнлӑ ҫӳллӗ хӗрарӑм пулнӑ. — Маттур!.. — пӑшӑлтатрӗ Гаврила, каллех кӗсйине пытарнӑ пилӗкҫӗр хӗрӗх тенкӗне выҫӑ куҫӗпе ӑсатса. Анчах ӑна хирӗҫ салтаксем хушшинчен Павелӑн уҫӑ сасси илтӗнчӗ: — Сывӑ пул, анне! Анчах вӗсем шыва ытлашши юратсах каймаҫҫӗ, моряксем ухатана ҫӳреме те пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе хуман пулсан, тар запасӗ ҫук ӗнтӗ вӗсен. Ирӗккӗн выртакан чулсем пирӗн урасен айӗнчен вӗҫерӗнсе, лавина хӑвӑртлӑхӗпе айлӑмалла анса каяҫҫӗ. Анчах калӑр-ха: ҫавӑ епле пулнӑ вӑл? Вӗсене пурне те совет пичетӗнче ҫапса кӑларнӑ. — Ҫук, ҫук, урӑх нимӗн те… Нимӗнех те ҫук. Пупа хӑй мӗншӗн чӗннине асра тытса, Петр майӗпен ӑна хӗрхенме пуҫларӗ. — Калӑн-и? Романа тытса кайма ӗҫ вӑхӑтӗнче икӗ нимӗҫ тата гетманец — станци коменданчӗн помощникӗ, пычӗҫ. Вӗсем иккӗшӗ те ҫакна чунсӑрлӑх вырӑнне хурса йышӑннӑ, амӑшӗ хӑй аллипе ывӑлне хӳтӗлесшӗн пулнӑ. Ку вӑрманта этем пурри сисӗнет. Анна Сергеевна чӗнмерӗ. Ҫак тискер кайӑк ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ та хӑйӗн мӗлкисене, ҫунатсем пек, икӗ еннелле сарса янӑ, трубине хӳре пек ҫӗкленӗ, сӑн-пичӗ унӑн пуклак та хӑрушӑ, унӑн чӳречисем кӑнтӑрла пӑртан тунӑ шӑлсем пек ҫуталса тӑраҫҫӗ, хӗллехи каҫсенче вӗсем, хӗрнӗ тимӗр пек, хӗп-хӗрлӗ курӑннӑ. Пӗр карап та килсе кӗмест кунта. Кукамай мана ытларах та ытларах тӗлӗнтерсе пырать, эпӗ ӑна мӗнпур ҫынсем хушшинче чи аслӑраххи, ҫӗр ҫинче чи ырӑ та ӑслӑрах этем тесе шутлама хӑнӑхнӑ, кукамай ҫав шухӑша пӗрмаях тӗреклентерсе пыратчӗ. Кондрат пӑрӑва алла илчӗ, ӑна хӑйӗн сывлӑшӗпе вӗрсе ӑшӑтрӗ, сӑхман арки ҫине хурса, пӳрте илсе кӗчӗ. — Каймастӑп, — хушса хутӑм эпӗ кайран, — вӗсемпе пӗрле каяс килмест тесе, эпӗ тӗрес мар калатӑп; анчах вӗсемпе пӗрле кайманни мана хаваслантарать. Кивӗ пурнӑҫ еннелле тутисене чалӑштаркаласа илет пулин те, ҫапах та ӗҫне тӑвать. Ытарайми лайӑх ҫанталӑк тӑрать. Апла пулсан, ҫак вӑрмантах таҫта пурӑнаҫҫӗ вӗсем, вӑрманти харсӑр этемсем. Анчах унти участока Гленарван тытса янӑ ҫынсем унчченех пӑхса ҫӳренӗ, ҫавӑнпа та тепӗр хут кайса ҫӳреме кирлех те мар. — Тӗрӗс, тӗрӗс! Хӗвелпе планетӑсем Ҫӗр тавра ҫаврӑннӑ пек туйӑнни те Ҫӗр хӑй тавра ҫаврӑннинченех килет. — Шӑлна ҫырт! Ситанов чӳрече патне пычӗ, ҫамкипе кантӑк ҫумнелле тайӑнса тӑчӗ те, хытса карӗ. Каҫхинехи вӑхӑт вунӑ сехете яхӑн пулмалла. Кӗрешӳ мӗншӗн пынине эпӗ лайӑх пӗлетӗп: пирӗншӗн вӑл, чухӑнсемшӗн, — рабочисен влаҫӗшӗн. — Акӑ санпа иксӗмӗр эпир шӑрӑхра ӗҫлесе пурӑнатпӑр, а вӗсем сулхӑнра пурӑнаҫҫӗ. Лере эпӗ вӗренеттӗм, унта Павел пирӗн пуҫ мимисене ҫав тери хытӑ ҫавӑрттаратчӗ — ырлӑх! Халӑха хӑваласа салатсан, вӑл салтак патне пырса аллине тӑсрӗ. Вӑл ҫӳхе кӑвак пальтопаччӗ, аллисене брюки кӗсъисене чикнӗччӗ, шӑлӗсем хушшинче пирусчӗ, шӗлепки ӗнсе ҫинче ларатчӗ; унӑн кӑмӑла каякан сӑнӗ-пичӗ мана йӑл кулса пӑхатчӗ. («Кивӗ йӗрсем!» — шухӑшларӗ Аркадий: — «анчах та кӑна Базаров илтсен!») Чимӗр-ха, эпир сире урӑхлатӑпӑр. Ун ҫинелле хура куҫӗсене чалӑштарса пӑхса, Кострома Калинин сунарҫӑ ҫинчен каласа кӑтартать. Вӑл кӑвак пуслӑ, чее куҫлӑ старикчӗ, усал ят тухнӑ ҫынччӗ, ӑна пӗтӗм слободипех паллатчӗҫ. Ҫитменнине тата вӑл мана, пӗтем чӑркӑшлӑхӑма, манӑн мӗн пур усал енӗмсене пӗтӗмпех пӗлсе ҫитнӗ хӗрарӑмсенчен пӗри-ҫке… «Эсӗ-и? — терӗ Оксана, тимӗрҫӗ ҫине хӑвӑрт та мӑнаҫлӑн пӑхса илсе. А эсӗ, Луп, хайхи хаваслӑ ҫуртна уҫ та, каллех хӑвӑн хӑнусене — сӳ те сӳ, пушӑт сӳнӗ пек — сӳ… — Ял-и? Ҫурт-и? Ферма-и? Манӑн хуйхӑм унӑн хуйхи пулсассӑн, вӑл ӑна манран тарӑнтарах туйма пултарнӑ пулӗччӗ». Анчах шанчӑклӑ тарҫӑ тем-тем тума та хатӗр пулнӑ; Тухтӑра та вӑлах илсе ҫитерет. Часах пире мунча умӗ кирлӗ те пулмарӗ: Людмилӑн амӑшӗ тир ӑсти патӗнче ӗҫ тупрӗ те, ирех вара килтен туха-туха каятчӗ, йӑмӑкӗ шкулта вӗренетчӗ, пиччӗшӗ изразец заводӗнче ӗҫлетчӗ. — Чӑнах та, калчасем япӑх мар ӗнтӗ, — терӗ ӑна хирӗҫ аслӑ конторщик, — эсӗ пӗлетӗн вӗт, Гаврила Антоныч, ҫурхи ӗҫе кӗр пӗтерме пултарать. — Епле манӑн-ха! — Эсир унпа пӗрле ҫӑлӑннӑ-и? — Ӑҫтан-ха вара вӗсен вӑйӗ ытларах пултӑр? — халапа хутшӑнчӗ Андрей та. Ҫук, Ольшинский юлташ, фронтри трагеди тылра та трагедиех пулса тӑрать. Поляксен социализмлӑ совет республикине тӑвас шухӑша халлӗхе пурӑнӑҫа кӗртме пулмарӗ. Регуляторсем хӗҫпӑшал патне тата лашасем патнелле ыткӑннӑ. Кӗрекере ҫӗрле пайтахчен лартӑмӑр. Запорожецсенчен ҫурри тутарсене хыҫалтан хӑвалама кайнине хулара никам та пӗлмен. — А? мӗн? Керменпе храмӑн пӗтӗм планӗсене, колоннӑсен, давирпа пӑхӑр тинӗсӗн ӳкерчӗкӗсене, чӳречесен чертежӗсене, стенасемпе трон эрешӗсене вара Сидонри Хирам-Авий зодчи, Нафалим йӑхӗнчен тухнӑ пӑхӑрҫӑ ывӑлӗ, хайланӑ. Тӗрӗссине калӑр. Павела вӑл именсе ал пачӗ те палламан ҫамрӑк каччӑ умӗнче пӗчӗк ҫеҫ хӑлхи ҫунаттисем таранах хӗрелсе кайрӗ. Вӗсем сунара кайса хӑйсене валли ҫиме апат тупма пултарнипе мухтаннӑ. Кунта ҫулҫӳревҫӗсем кӑнтӑрла иртсе икӗ сехетчен канчӗҫ, унтан вара татах ҫул ҫине тапранчӗҫ. Сӑртсенчен сакӑр миль кайнӑ хыҫҫӑн чылай ҫӗрле вӗсем тепӗр хут канма чарӑнчӗҫ. Кун каҫиччен питех ывӑннипе пурте выртнӑ-выртманах ҫывӑрса кайрӗҫ. Анчах ҫитес ҫул — тархасшӑн!.. Картузне тӑхӑнчӗ. Колхозра унта, сана, тӑванӑм, лайӑхах ҫӑварлӑхласа лартаҫҫӗ, кун ҫутине те кураймӑн! — тет те, вара, хуллен кӑна, восстани пуласси ҫинчен, арӑмсене пӗрлештересси ҫинчен малтанах калама вӗренсе хунӑ сӑмахсене калама пуҫлать. — Мӗн кирлӗ сана? Пур пӗрех вӗсен мӑйӗсене нихӑҫан та пулин пӑра-пӑра татӗҫ-ха! Пирӗн пӗр-пӗрне нумай каласа ӑнлантарма кирлех те мар. Зеб хакале патӗнчен пӑртак аяккалла кайсанах, Фелим та хӳшӗрен тухрӗ те алӑк умне часовой пек тӑчӗ. Захар». Анчах ҫакна тума пур чухне те май килмен. Эпӗ сана калатӑп: пуянлӑх та вӑл хӑйне тӗллӗн — нимех те мар! Пурне те мӗнле те пулин вырнаҫтарни кирлӗ… Негоро пӗр сӑмах та каламарӗ, анчах кӑвакарсах кайрӗ. — Анчах мӗншӗн манӑн сана кӗтсе тӑрас мар-ха? — тесе ыйтнӑ хӗр. Акӑ пӗр сехет те иртрӗ. — Ун тавра шӑлса тасатмалла, шкул умӗпе картишне хӑйӑр сапмалла. Унтан купӑс шӑпланчӗ те, вӑрманти каҫхи сасӑсем — тӑмана хыттӑн кӑшкӑрни, инҫетре ӳхӗ йынӑшни, юнашар шурлӑхри шапасем кваклатни тата шӑрчӑксем чӗриклетни ҫеҫ илтӗнекен пулчӗҫ, вӗсем хушшинчех лётчикӑн лӑпкӑ сасси вӑраххӑн илтӗнсе тӑчӗ. — Хакӗ питӗ… мӗнрех… Куратӑн ӗнтӗ, ҫапах та Уранӑн ҫулне тӗрӗс шутласа кӑларайман. — Ӑҫтан сиксе тухрӗ-ха вӑл, хӑямат? Елена, Елена! тени илтӗнет тӗпсӗр ҫырмаран. — Кунти колонисем ҫинчен илтнӗ-и эсӗ? — Илтмен, ырӑ ҫыннӑмӑр. — Халӑх та вара! Вӑл суккӑр, анчах унӑн таланчӗпе пурнӑҫ шӑпийӗ ҫинчен пит тӗлӗнтермӗшле хыпарсем сарӑлнӑ. — Куна вӑл ман пирки ҫапла-и? — Сан пирки, хӗвелӗм… Тӗп хуҫалӑх малтанхи курспах Ростов еннелле шурӗ. Ури айӗнчи ҫӗр чӑтма ҫук пӗҫернӗ пек, вӑл сиккелесе илчӗ, шывра ишекен ҫын пек аллисемпе хӑлаҫланчӗ. Эсӗ тӑрӑшманни ҫинчен Путиловкӑ завочӗн партком секретарьне жалоба ҫырса яма лекмӗ-и мана, а? Калас пулать, судйи вара пуринчен малтан ҫывӑрса кайнӑ пулӗччӗ, юрать-ха, ҫав вӑхӑтра интереслӑ калаҫу тупӑнчӗ. — Шуйттан пӗлет, мӗнле пулса иртрӗ ку, — терӗ вӑл юлашкинчен, хӑлхи хыҫне хыҫкаласа илсе. Эпир халех эсир вагон ҫине посадком билечӗсемпе лартнине тӗрӗслеме тытӑнатпӑр, — терӗ вӑл, чӑнах та ҫавӑн пек ӗҫлӗ ҫын иккенне ӗнентермелли сасӑпа. Калинккерен тухнӑ чух вӑл, сӑмах чӗнмесӗр пыракан Ҫӑрттан мучие чавсипе тӗксе:— Мӗнле? — тесе ыйтрӗ. Дьяконпа та истори йӑнӑшшипе пулнӑ: дьякона купец пулӗ тесе шутланӑ. Тӗлӗнмелле япала, илемлӗхе ырӑлӑх тесе йӑлтах улталанма та пулать иккен. — Каҫарӑр, полковник юлташ… Вӑл Яков Лукичпа пӗр вӑхӑтрах ура ҫине тӑчӗ те ӑна ҫӑвар уҫма та памасӑр, ҫапла ыйтрӗ: — Эсир вара, ваше благороди, господин есаул, ҫакӑн ҫинчен илтнӗ-и?.. — Ним те ан калӑр мана, Алексей Вениаминович, — тӑсрӗ Лена малалла кӑшт лӑпкӑрах та ҫирӗп сасӑпа. — Сире, хамӑн кӑвакӑрчӑнӑмсене, епле юратнине турӑ пӗлет, анчах аннӳне юратнӑ пек эпӗ никама та юратман, юратма пултараймастӑп та. Ҫирӗм сакӑр ҫулта вӑл капитан пулнӑ; унӑн пурӑнӑҫӗ малалла та чаплӑланса пымалла пулнӑ. Партизана кайӑр! Эсӗ ачи ухмах мар, ҫапах пуҫӑнта санӑн шуйттан пӑтратса тарать. Вӑл музыкӑна, кӑштах хытӑрах тата типӗрех пулин те, питӗ аван каларӗ. Сӗтеле вӑл тытамаклӑ вӑйпа темиҫе ҫапсах вакласа тӑкре, унтан хӗҫӗпе урса кайсах куҫкӗски тӑрӑх чартлаттарчӗ те, ун тӗпренчӗкӗсем вара, асаматлӑ ҫумӑр ялтӑравӗпе ҫуталса, пур еннелле те чӑлпар сирпӗнсе сапаланчӗҫ. Вунӑ ҫул хушшинче мӗн-мӗн тунӑ, мӗне хӑнӑхса ҫитнӗ — пурте кӑмӑла каять, хаклӑ пек туйӑнать; колхозра мӗн пурри пурте чӗре ҫумне хыттӑнах ҫыпҫӑнса ларнӑ, татса илме тытӑнсан — юн каять… Ирте пуҫларӗ теме те ҫук ӑна, анчах вӑл темле урӑлса кайрӗ те темӗн пысӑкӑш хаваслӑ тӗнчене курчӗ. Ун чухне вара карапӑн ҫиле хирӗҫле ишмелле пулать. Катара, пристань патӗнче, «Мазурук» тӑратчӗ, ӑна та курсан эпӗ ирӗксӗрех кулса илтӗм те, капла каҫ тӗттӗмӗ ҫитичченех хама ӳпкелеме пулӗ тесе шухӑшларӑм, Камӑри пӑрахутсене пурне те чаплӑ летчиксен хушамачӗсене парса пӗтернӗ пулӗ терӗм, ҫинчен тата ҫав летчиксене пурне те хам лайӑх пӗлсе тӑраттӑм. Виҫҫӗмӗш — сарӑхнӑ пит-куҫлӑ, пӗчӗк пӳллӗ ҫын. — А эс мана ан калаҫтар! — пӑрсене тӗрте-тӗрте ярса мӑкӑртатать Кукушкин. Петр, пӳрнисемпе хӑлхи вӗҫӗсенчен турткаласа, шӑппӑн калаҫать: — Ҫынсене йӗкӗлтени вӑл — сиенлӗ, анчах атте ав йӗкӗлтет. — Ҫапла кирлӗ те!.. — Хӗр хӑй суккӑра юратать пулсан, унӑн суккӑрах качча тухмалла… Эсӗ, Цветаев, тӗрӗс мар хӑтланатӑн. Вӑл санӑн ывӑлупа пӗр сӑнлӑран-и? — Эх, тусӑмҫӑм! — терӗ вӑл. Каланха, Кавказра службӑра пулман-и вӑл?.. — хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ Максим Максимыч, мана ҫанӑран туртса. Сана тытасшӑн вӗсем… Сухалаймасан — ан кӳрен! Тӑшмансемшӗнех ав йӗркеллӗ, ҫак ҫырӑва ответ парасса вӑл ӑҫта кӗтсе тӑнине пӗлеҫҫӗ вӗсем, ӑна шыраса та хӑшкӑлас ҫук. Капитан питӗ тарӑхса кайрӗ. Анчах пур матроссем те манпа пӗр каварта пулчӗҫ, вара эпир ҫак ҫыран хӗррине ҫитсе чарӑнтӑмӑр. — Ну, эс питех ан мӗн ту — ан итле вӗсене. Партире 1917-мӗш ҫултанпа тӑрать. Анчах адвокат сӗтел ҫине сиксе хӑпарчӗ те:— Джентльменсем, джентльменсем! — терӗ. — Мана сӑмах калама парӑр, пӗр сӑмах кӑна тархасшӑн! Пурте ун патне ҫӳреҫҫӗ. Ман ӑшӑмра та ҫиҫӗмсем ҫухалчӗҫ. Инҫетре, мана курӑнман хула тӗлӗнче тул ҫутӑлсах пырать, ирхи сивӗ питҫӑмартисене чӗпӗтет, куҫ хупӑнма пуҫларӗ. Жилетки чӑнах та темле кӑсӑкчӗ — кӑвак, пӑт-пат чечеклӗскер; вӑл пӗтӗмӗшпех темле йӑлтӑраса тӑратчӗ, тӳмисем унӑн темскерле хӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ чултанччӗ. Княҫӑн кӗҫӗн хӗрӗ кашнинчех кӗҫен Ивина, Катя Володьӑна е Илинькӑна суйласа илеҫҫӗ, Соня кашнинчех Сережӑна суйласа илет. Сережа тӳрех ун патне пырса хирӗҫ ларнӑ чухне нимӗн чухлӗ те именмест, ҫакӑ мана хытӑ тӗлӗнтерет. — Кӑштах аяккалла пӑрӑнар-ха! — Ак тата, — кӳренчӗ Ольга. Том вӗсене чӗнсе илнӗ: «Эпир ҫакӑнта ҫер айӗнчи шӑтӑк ӑшӗнчен тухрӑмӑр, пирӗн шутсӑрах ҫиес килет», — тенӗ. Магеллан адмирал ӳлӗм ишме апат-ҫимӗҫ ҫитмӗ тесе хӑранӑ, ҫавна пула вӑл ҫимӗҫне перекетлӗрех тыткаласа паека пӗчӗклеттернӗ, ҫакӑ вара матроссене ҫилентере пуҫланӑ. Доктор, шӑмма ватман, тет. Эпӗ ӗҫе тытӑнтӑм, суйлатӑп, хутсем ҫырса ҫыпӑҫтарса хуратӑп, пӗчӗк кристаллсем ҫыпҫӑнса ларнӑ хӑвӑл чулсене кӗленче ещӗке вырнаҫтарса хуратӑп. Аса илӗр, юлашкинчен, вӑйлӑ господасем, эсир мӗн пурӗ те тӑватӑ ҫын ҫурӑ кӑна вӗт-ха, лешсем — миллионшарӑн, вӗсем сире хӑйсен таса тивӗҫлӗхӗсене таптама парас ҫук, хӑвӑра лапчӑтса лартӗҫ! Вӑкӑра кантрапа кӑкарса лартнӑ курӑнать! — терӗ. Эпӗ халь пӗр ҫӗнӗ чӗлхепе калаҫас чухне тата икӗ чӗлхе пӗлетӗп. Тулӑ акнӑ пусса тухмассерен Давыдов лаши ҫинчен анать, чӗркуҫленсе ларса тӑпрана аллипе чаваласа сирет, вара ҫип-ҫинҫе калча кӑларнӑ тулӑ пӗрчине ывӑҫ тупанӗ ҫине хурса пӑхать. — Вӑл тӳрех офицерсен клубне пытӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, эпӗ виҫӗ ыйту илсе килтӗм, паллах, вӗсене чернилпа ҫырнӑ. Лозневой пуҫне сула-сула илчӗ. Эпир фронтра нимӗҫсен бронне ҫапса шӑтарнӑ пекех турӑмӑр, анчах бронь айӗнче пушӑ вырӑн, арпа, шӑршӑ кӑна-мӗн. Машинӑсен пайне пӑс тухса тулнӑ. Пӗр самантлӑха икӗ тӗксӗм, симӗс ҫутӑ курӑннӑ — вӑл кӳршӗн сивӗ те хытӑ урисем кансӗрленипе аҫа кушак куҫӗсене уҫнӑ. Ан кӳрен, илтетӗн-и? — Мӗнле манӑн арӑм? — тесе пирвайхи тивӗҫлӗхпе ыйтрӗ Гленарван. Вӑл — ҫулталӑка яхӑн чирлӗ выртакан хуҫа арӑмӗ — Трюхина вилессе кӗтнӗ, вӑл вилсен, халиччен тухнӑ тӑкаксене тавӑрма шаннӑ. «Эпӗ унпа ҫырусем пирки калаҫмарӑм. Ҫавӑнтан уйрӑлма пултараймастӑр е уйрӑлас теместӗр пулсан, — терӗ вӑл стена ҫинчи пӑталанӑ Христос сӑнӗ ҫине пӑхса, — сирӗн полковник сӗннипе килӗшес пулать. — Килӗшес! Вӗсем мӗн пулса иртнисене хутӑштараҫҫӗ, чаплӑ вӑрӑ-хурах Чуркин мӗн хӑтланнине ямщик Фома Кручина ҫумне ҫыпӑҫтараҫҫӗ, ятсене хутӑштараҫҫӗ; эпӗ итлекенсем йӑнӑшнисене тӳрлететӗп, — ҫавӑ вӗсене пит тӗлӗнтерет. — Урӑхла пулма та пултараймасть. Калаҫнипе тата аса илӳсемпе ывӑннӑ Ҫӑрттан мучи кӗҫех ыйӑхлама пуҫларӗ, ҫавӑнпа Давыдов унӑн вӑйсӑрланнӑ аллинчи тилхепене хӑй тытрӗ. Шефа илсе, ярса парӑр-ха, тархасшӑн, вӗсене, укҫасӑр-мӗнсӗрех, пӗр виҫ ҫӗр кӗнекерен тӑракан библиотека ҫак-ҫак адреспа». Ху мӗнле шутлатӑн эсӗ, мӗн япала вӑл? Чиперкке малта чупса пырать, пуҫне пӗксе, ҫимелли пӑрахса парасса кӗтет. Манпа вӑл уйрӑмӑнах ачашшӑн калаҫатчӗ. Эпӗ ун патне кухняна кӗрсен, кашни хутӗнчех хӗпӗртетчӗ. Кухняна вӑл тӗлӗнмелле таса тытатчӗ. Тирӗк-чашӑксене вӑл типтерлӗ ҫакса тухнӑ тата йӑлтӑртатса тӑриччен тасатнӑ. Кӗтесре, клетка ӑшӗнче, попугай ларатчӗ. — Лайӑх та. Мӗн тата? Хыҫалтан чупакан юлташӗсем те, команда панӑ пекех, каялла ҫаврӑнчӗҫ те оборона рубежӗ патнелле ыткӑнчӗҫ. Ҫавӑнтан вара Магеллана хирӗҫ тухма уҫҫӑнах никам та хӑяйман, анчах Испани офицерӗсем адмирал ҫине хӑйсен ӑшӗнче пушшех те тӑшманла пӑхнӑ. Шыв докӑн чул стенисем ҫумне пыра-пыра ҫапӑнать, кулнӑ евӗрлӗ шӑнкӑртатса пусмасем ҫине хӑпарать. Пӗр-икӗ минут хушши вӗсем шарламасӑр пынӑ. Вӑл каласа панӑ тӑрӑх, эсир хайхи матрос тӑватӑ эрне маларах мӗн тери асапра пулнине, аманнӑ хыҫҫӑн вӑл, хамӑр батарейӑсем епле кӗрслеттернине курас тесе, носилкӑна чарса тӑратнине, аслӑ князьсем унпа мӗнле-мӗнле калаҫнине, вӗсем ӑна 25 тенкӗ укҫа панине, вӑл вӗсене, хам ҫапӑҫма пултараймасан та, ҫамрӑксене вӗрентме те пулин бастиона каяс килет, тесе каланине пӗлетӗр. Кӳр-ха мана тепӗр татӑк пулӑпа вӗри икерчӗ. Унӑн кӑмӑлӗ уҫҫӑнах палӑрнӑ, вӑл, ача пек, хӑй туйӑмне пытарма пӗлмен, пытарма та пултарайман, ҫакна суккӑр ҫын кӑна асӑрхайман пулӗччӗ. Ҫав Банникпа чуна илтӗн тата!.. Чӑнах та, пирӗн художникӗн тепӗр чухне капӑрланас тата ӗҫсе-ҫиес те килет, пӗр сӑмахпа каласан, хӑй ҫамрӑккине кӑтартас килет. Анчах, апла пулсан та, вӑл хӑйне алра тытма пултарать. Ҫак вӑл — ССР Союзӗнчи пролетариат пӗтӗмпех ҫӗнӗ клас, ССР Союзӗн рабочи класӗ пулса тӑнине, вӑл хуҫалӑхӑн капитализмлӑ системине пӗтерсе, производство орудисемпе хатӗрӗсене социализмлӑ харпӑрлӑх туса ҫирӗплетсе, совет обществине коммунизм ҫулӗпе илсе пыракан рабочи клас пулса тӑнине пӗлтерет. Тӗркӗш хӗвӗшӳ! Ку хыпарсем Гленарван ӗмӗтне татмарӗҫ. Талькагуанона килсен вӑл, укҫа-тенкине хӗрхенмесӗрех, ҫынсене пуҫтарчӗ те, пӗтӗм ҫыран тӑрӑхӗпе шыраса ҫӳремешкӗн ячӗ. Алӑка шак-шак шаккарӗҫ. — Мӗн тума-ха, Томскине… Хура Урасен чӗлхипе ку сӑмах «Кайӑк-хӗрарӑм» тенине пӗлтерет. Ҫак ҫын хӗлӗн-ҫӑвӗн нимӗҫ пуставӗнчен ҫӗлетнӗ сарӑрах тӗслӗ сӑхманпа ҫӳрет, анчах та пилӗкне вара пиҫиххи ҫыхать; кӑвак шалавар тата кӑтрашка тиртен ҫӗленӗ ҫӗлӗк тӑхӑнса ҫӳрет. Ҫав ҫӗлӗке ӑна чухӑнланса юлнӑ помещик пӗр-пӗр хаваслӑ сехетре панӑ пулмалла. Куна пурте туйса илчӗҫ, судьясем те пулин — ҫак сӑмахсен янравӗ уҫҫӑнрах илтӗнмӗ-ши, тесе итлесе ларчӗҫ. — Шӑппӑнрах. Ларӑр, — хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатса тавӑрчӗ лешӗ. Оленин каллех ӗнер каҫхинехи пек минут килсе тухасса кӗтрӗ; анчах та минучӗ килмерӗ, ҫакнашкал татӑксӑр лару-тӑрура юлма вӑй ҫитереймессе туйрӗ. Татах шанӑҫ хӗлхемӗ ҫуталса кайрӗ. Вӗсем ункӑ евӗрлӗ юлашки лапамран иртрӗҫ. Авалхи астрономсене пуринчен ытла акӑ мӗн тӗлӗнтернӗ: тӳпери пӗр-пӗр ҫӑлтӑр хӑй ҫулӗпе куҫсан-куҫсан хӑш чухне сасартӑк каялла ҫаврӑннӑ та шӑпах тепӗр еннелле куҫма тытӑннӑ. Павел, хӑйне хӑй ӗненмест, кӑкӑрӗнче чӗри сиксе тухас пек тапать; вӑл Долинникӑн урайӗнче выртакан пиншакне ҫавӑрса тытрӗ те алӑк патне сирпӗнчӗ. Хӗвел ансан кӗрӗр, ман пӑрӑва ун чухне ӗҫсе ярӑпӑр. Кӑшкӑр, мӗнпур вӑйран: ирӗклӗх! ирӗклӗх! — те… Ну, вӑрӑ-хурахсем!.. — тесе кӑшкӑркаласа тӑратчӗ. Берсеневпа Зоя кӑна мар, Анна Васильевна та хутшӑнчӗ (Инсаров юрлама пӗлмест), анчах юрӑ тӗрлӗ сасӑллӑ тухнипе юрлакансем виҫҫӗмӗш йӗркерех арпашса кайрӗҫ; пӗр Берсенев ҫеҫ малалла юрлама хӑтланса хулӑн сассипе: «Ничего в волнах не видно» тенӗ тӗле ҫитрӗ, анчах вӑл та вӑтанса часах шӑпланчӗ. Шалти туйӑмӗ те, ӗненӗвӗ те унӑн кистьне христианла чаплӑ япаласем патне илсе пынӑ. Анчах ҫылӑх пулмасть-ши мана, мана, кил-ҫуртсӑр пӗччен ҫынна, сана хампа пӗрле илӗртсе кайнӑшӑн… Мускав ҫывӑхӗнче тренировкӑсем туса вӗрентекен шкулта ҫак кунсенче пурнӑҫ вӗресе кӑна тӑнӑ. Кӗтнинчен хайӗнчен кӑна ӳсӗрӗлнӗ пек пулса, туземецсем тискеррӗн ҫухӑрса ячӗҫ те алран-ал тытӑнса пысӑк вӑйӑ картинче Казонде патши йӗри-тавра сиккелеме тапратрӗҫ. Ун куҫӗ умӗнчен тӗрлӗ-тӗрлӗ ҫула ҫитнӗ ҫынсем майӗпен шуса иртрӗҫ (хӑй вӑл нумай пулмасть аллӑ иккӗ тултарнӑ) — вӑл пӗрне те каҫармарӗ. Мишель Флешар тӗлӗнмелле япаласем тиенӗ лав иртсе кайнине курчӗ, анчах ку мӗн иккенне ӑнланаймарӗ, ӑнланса илесшӗн те тӑрӑшмарӗ: унӑн куҫӗсем умӗнче урӑххи — хӑйӗн ҫухалнӑ ачисем тӑчӗҫ. Акӑ пӗрре Глюмдальклич мана сада йӑтса тухрӗ те, хам мӗн тӑвас тенине тума ирӗк парса хӑварса, хӑй гувернанткипе тата паллакан дамӑсемпе пӗрле садӑн тепӗр вӗҫне кайрӗ. Пӗлетӗр-и, господин полковник, тепӗр чух эпӗ Россия политикӑна кӗрсе кайнишӗн питӗ шеллетӗп. Ӑҫта-ха санӑн вунӑ центу? Вӗсене, хула площачӗсенче сунарҫӑ шӑхличӗсене шӑхӑртса, вуншарӑн пере-пере вӗлернӗ. Пӗр ӳкерчӗкӗ ҫинче тата ҫамрӑк хӗр кантӑк умӗнче уйӑх ҫине пӑхса тӑрать, унӑн пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать, хӑрах аллине вӑл хура пичетлӗ уҫӑ ҫыру тытнӑ, тепӗр аллипе вӑчӑраллӑ медальонне тути ҫумне пӑчӑртанӑ, ӳкерчӗкӗ айне: «Ах, нивушлӗ эсӗ ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Ҫапла, ҫуках эсӗ», — тесе ҫырнӑ. — Тӑхта, Павел! — кӑшкӑрчӗ амӑшӗ, сӗтел патнелле туртӑнса. Ҫавӑн ҫинчен флот командующине мӗнле майпа-ха икӗ сӑмахпа ҫеҫ каласа парас? Мӗнле, ывӑл ҫуратӑн-и, э? Лозневойпа Костя пӳрте кӗрсен вӑл, аттисене чӗриклеттерсе, горница тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ, — сӑнӗ-пичӗ тӗксӗм ун, сухалӗ арпашса пӗтнӗ. Эпӗ вӗсем валли норма тутарасшӑн, урока пилӗк ҫынран кая пырсан, вӗренмелле мар, ун пек чух педагогне те пайук памалла мар тӑвар. Анчах мӗнпе улӑштармалла ӗнтӗ вӗсене Максим Максимыч ҫулӗсенче? Кацик Катриель хӑйне пӑхӑнса тӑракансене пӗрмаях ҫакӑнта пуҫтарнӑ пулнӑ. Юпа ҫинче тимӗртен шӑратса тунӑ щит, ун ҫине млатукпа ҫурла ӳкернӗ. Анчах сехет иртрӗ, икӗ сехет те… — Ну-ну… — Ну, Корчагин, эпир те кайӑпӑр, авалхи тус, — тенӗ илтӗнчӗ хыҫалтан. Ҫуркунне ҫитсенех пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн эпӗ госпиталь садне тухкала пуҫларӑм, тӗрӗсрех каласан, сӗтӗрӗне пуҫларӑм ӗнтӗ. Сирӗн преосвященство! Вӑл, чӑнах та, тухса каймарӗ. Ӳлӗм курӑпӑр-ха эппин ҫак курнӑҫу уншӑн мӗнле усӑ кӳнине. Ун чухне эпӗ те ҫав пурнӑҫра ытлашши пулмӑттӑм. — Лар та ҫакӑнта ҫыр, — терӗ вӑл сӗтел ҫинелле кӑтартса. Анчах вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе пырсан ҫак ҫӗр тӑхӑрвун ултӑ градус мӗн пурӗ те тӑхӑр пин те тӑватҫӗр сакӑрвун миль кӑна пулса тӑрать. Америка ҫыранӗнчен Тристан д'Акунья патне ҫитиччен икӗ пин те ҫӗр миль — кунчул ҫула, хӗвелтухӑҫ ҫилӗсем яхтӑн хӑвӑртлӑхне чакармасан, Джон Мангльс вунӑ кун хушшинче тухасса шанать. Бастионсенче ҫаплах-ха тупӑ кӗрслетнӗ сасӑсемпе ҫине-ҫинех пӑшал пенӗ сасӑсем илтӗнсе тӑраҫҫӗ, хура тӳпере те ҫав ҫутӑсемех йӑлтлата-йӑлтлата илеҫҫӗ. Ҫавӑнпа-ҫке ӗнтӗ эпӗ сиртен тӑваттӑран маларах килмелле мар тесе ыйтрӑм. Тӗнче уҫлӑхӗпе пыракан кометӑсен ҫулне вӗренесси астрономсене нумай чӑрмав кӳнӗ. Говэн ку таранччен: Лантенак тискер салтак, феодализмӑн фанатикӗ, тыткӑна лекнисене асаплантаракан усал ҫын, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юнӗҫен тискер кайӑк, тесе шутланӑ. Ку портрет мӗне пӗлтертӗр эппин, турӑҫӑм? — Марш! — команда пачӗ сержант. Взвод карап пуҫнелле хуллен утса кайрӗ. Саван йӑтнӑ матроссем хыҫалтан пычӗҫ. Светски ҫынна живописе ӑнланманнишӗн айӑпламалла мар; вӑл ун вырӑнне картла выляма пӗлет, лайӑх эрех лайӑх лаша суйлама пултарать, улпутӑн мӗншӗн унтан ытларах пӗлмелле? Ҫакна илтсен, плантатор тӗлӗннине пӗртте палӑртман: вӑл ҫавна кӗтнӗ. Вӑл Морис Джеральдпа Луиза. Ун чухне вӑл цилиндрпа та плащпа ҫӳренӗ, халь ун пеккисене тӑхӑнмаҫҫӗ ӗнтӗ, мӗншӗн тӑхӑнмаҫҫӗ-ши, чӑнах, илемлӗ пулнӑ-ҫке-ха». Майӑн пӗрремӗшӗ ҫитеспе сирӗн кооператор станицӑна тавар илме икӗ лав яма ыйтрӗ-и? Вӑл маншӑн никам ҫӗнтерейми сар пике пек туйӑнсан, эпӗ ӑна ҫавӑрма йывӑр пулать тенипе ҫеҫ интересленнӗ пулӑттӑм. Анчах ҫил-тӑвӑл хӳтерсе пынипе таҫта ҫапӑнса виличчен эсир хӑнасене тарават ҫӗршыва лекрӗр, шанчӑклӑ хӳтлӗх тупрӑр пулсан, куншӑн хӑвӑр кураймасӑр тӑракан ҫав опытлӑ моряка тав тумалла сирӗн, ман ҫамрӑк хуҫам! — Ӑнлантӑм, — терӗ Павел. — Ҫӗрле кунтан беженецсем иртсе кайрӗҫ. — Чунӑм! Тӑванӑм, — терӗ вӑл, хӑйӗн ҫинҫе те уҫӑ сасӑллӑ куллипе. Анчах Яков Лукич ҫав кун кӑлӑхах ӑшне ҫунтарнӑ-мӗн: инкек таҫта тытӑнса тӑнӑ, вӑл ун патне тепӗр икӗ талӑкран тин ҫитрӗ тата вӑл пачах кӗтмен енчен килсе тухрӗ… Вӗсемшӗн халӑх ӑслӑлӑха, чун чӗре илемне, ырӑ кӑмӑла пӗрлештерсе тӑнӑ, турӑ манерлӗ, пӗреллӗ япала пулнӑ, унра тӗнчери чи лайӑххи, тӗрӗсси, чапли пуҫтарӑнса тӑнӑ. Ҫӗнӗ ҫул каҫне кӗтсе илме Воропаевпа Опанас Ивановича колхозран пӗр виҫӗ километрта ларакан ача санаторине ёлкӑна чӗнчӗҫ. Ӗне сума йывӑр ӗнтӗ мана: пӳрнесем итлеми пулчӗҫ. — Пӗлӗт ҫине пӑхсан, — хушса хучӗ Паганель, — ҫумӑр питӗ вӑйлӑ пулассӑн туйӑнать. Паян кӑна-и? Унтан эпӗ ку таранчченех хам ҫире пулнӑ пальтона хыврӑм, вара, чӑлха вӗҫҫӗн ҫемҫен пусса, унталла утрӑм. Хӗрсем кӗҫӗн офицерсемччӗ, вӗсене ҫав вечерсене пымашкӑн килти пек тӑхӑнса тухма та юратчӗ. — Пурне те ҫунтарса ячӗҫ! — Мӗнле пек, Игнат, — ыйтнӑ Маякин, Гордеевӑн кумӗ, — ку пӑр капла сан хутаҫҫунтан пӗр вунӑ пинне хирсе каятех пулмалла? — Вӑт эпӗ сана ҫав ыйтӑва тӗпчесе вӗренме, пӗтӗмлетме, анализ тума тата хӑвӑн конкретлӑ практикӑллӑ сӗнӗвӳсене райком бюроне каласа пама хушатӑп… Плантатор хӗрӗ ҫак пулса иртекен япалапа мӗн чухлӗ те пулин интересленнине пӗртте палӑртмарӗ. — Чӑнах та ӗнтӗ, Андрощук юлташ, кӗнеки мӗн тейӗн… Ӑнлантӑр-и? Слива, чие ҫырли, тӗрлӗрен пахча ҫимӗҫ, хӗвелҫаврӑнӑшӗ, хӑярӗ, дыньӑсем, нимӗҫ пӑрҫисем, ҫавӑнтах тата итемпе тимӗрҫӗ лаҫҫи те пур. Кам кӑмака хыҫӗнче е хӗрарӑм ҫывӑракан вырӑн ҫинче мар, выльӑх вилли пек шинка патӗнчи хӳме айӗнче ӳсӗр выртса мар, тӳрӗ кӑмӑллӑ козак вилӗмӗпе, тин мӑшӑрланнӑ хӗр пек пӗр вырӑн ҫинче вилес тет? Кашни ир кӗлет умне ҫӑмламас лашасем кӳлнӗ, йӗтӗн тиенӗ лавсем пыраҫҫӗ. Шӑнкӑрав! Унра нимӗн те пулман — кирлӗ сӑмах та, кӑвар та… «Мӗнле пуҫлас-ха?» шухӑшларӗ вӑл. Ҫав шӑтӑксем витӗр чи тӗреклӗ ҫӳҫ пӗрчисене суйласа илсе тиртӗм те пирӗн хӑмӑш пукансем тунӑ чухнехи пек ҫӳҫ пӗрчисене урлӑ-пирлӗ каркаласа тиртӗм. Эсир ӑнланатӑр-и? Ман хуса намӑса пӗлмесӗр макӑрса ячӗ, — пуҫне усса, курпун сӑмсипе вӑльт-вальт тукаласа ларать, унӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине куҫҫулӗ тумлана-тумлана анать. Эпӗ чӗрӗлсе ҫитрӗм. — Пуянсем, эппин? — ыйтрӗ амӑшӗ. Ҫилленсе! Эпӗ ҫук чухне кам та пулин килет пулсан, тӳрех кактус патне чуп, пӗр туратне касса ил, асту, йӗплӗреххине суйласа ил, вара ӑна ман кӗсрен хӳри айне чиксе хур. Тен, килте праҫник умӗн тасатаҫҫӗ пуль? Епле вӑл пире хӳтӗленӗ, пулӑшнӑ? Ерошка мучи чӳрече патне пырса тӑчӗ. Ҫапла вара эпӗ ирӗке тухӑттӑм, хам тӗллӗн пурӑнӑттӑм… Эпӗ саншӑн ним те мар! Темиҫе кун выҫӑ пулса нушасем курнӑ хыҫҫӑн лайӑх канни, таса сывлӑш, ҫаксене пула эпир апата питех те лайӑх ҫирӗмӗр. Ҫапла Галилей хӑй виличченех инквизици тыткӑнӗнчен хӑтӑлайман. Ҫынсем ҫӑварӗсене карсах, сывлӑшӗсене чарсах, вӑхӑт иртнине сисмесӗрех унӑн кашни сӑмахне итлерӗҫ, ҫав тери хӑрушӑ япала ҫинчен каланине итлесе, шалт тӗлӗнсе хытсах кайрӗҫ. Эпӗ ҫутӑлас умӗн кӑна, Петя пичче кухньӑри Махмет ятлӑ кушак ҫурине вӑрҫма тытӑнсан тин, ҫывӑрса кайрӑм. Лашасем часах Тандиль сьеррин тӑвайккине витсе тӑракан ҫӑра курӑк ҫине кӗчӗҫ, тепӗр сехет иртсен ҫулҫӳревҫӗсем Тандиль ялӗн пирвайхи ҫурчӗсемпе танлашрӗҫ. Башньӑна ҫыхӑнтаракан кӗперӗн тимӗр алӑкне питӗрнӗ, ҫӑра уҫҫийӗ монсиньор аллинче. Ҫав алӑк айне, эпӗ хушнипе, шӑтӑк шӑтарнӑ, вӑл шӑтӑк витӗр сухӑрпа йӗпетнӗ хӑю хунӑ. Ҫак хӑйӑвӑн пӗр вӗҫне тикӗт пичкипе чикнӗ, тепӗр вӗҫӗ кунта, башньӑра. Эпӗ ӑна калатӑп: «Christophorus sum». — Вунӑ тенкӗ вӑл лайӑх укҫа-ха, анчах ют ачана илсе юлма хӑрушӑ-ҫке-ха! Ҫапла вара, хамӑн чун савни ҫинчен асӑнни пирӗн тӗлӗнмелле ҫулҫӳревпе ҫыхӑнса тӑчӗ. Вӑл офицер, тупӑ ҫинче лараканскер, сарӑ хутпа пирус чӗркет, лӑпкӑн чӗркет вӑл ӑна, пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр уткаласа ҫӳрет вӑл пӗр амбразура патӗнчен теприн патне, хуҫкаланмасӑр-тумасӑр калаҫать вӑл сирӗнпе, пульӑсем ҫине-ҫинех, халичченхинчен те тӑтӑшрах шилетсе иртеҫҫӗ пулин те, эсир ӑна уяса тӑмастӑр, хӑвӑр та хӑрами пулатӑр, офицертен тимлӗн ыйта-ыйта пӗлсе, вӑл каласа панине итлетӗр. Император майри сире патша ҫуртӗнчи тӗрлӗ элексем пирки пит кураймасть: патша таврашӗнчи дамӑсенчен хӑшӗсем, эсир вӗсем ҫине ҫителӗклӗ пӑхман тесе шутлаканнисем, ун умӗнче сирӗн ҫинчен элеклесе усал ят сарнӑ. Унтан, кӑкри ҫинчи кӗпе айӗнче кӑмпӑртатакан конверта хыпашласа тупсан, ҫӑмӑллӑнах сывласа илчӗ. Эпӗ сана мӗнле те пулин тӗреклӗ ҫул ҫине тухма пулӑшӑп. Бекки хӑрасах кайрӗ. Унӑн пӑшал пур — таҫта вӑрланӑскер — эпир унпа сунара ҫӳретпӗр; пулӑ та тытатпӑр, ҫапла тӑранкаласа пуранатпӑр. — Вӑл пуҫне сулкаласа илчӗ. Унтан, Артамонов дворник патӗнчен вӑртах ҫаврӑнчӗ те киле кайрӗ. Эпир подвалти чӳречеллӗ пӗчӗк пӳлӗмре ларатпӑр, чӳрече витӗр шӑпӑр та урасем анчах курӑнаҫҫӗ: ахӑрнех унта килкартишне тасатакан ҫын тӑратчӗ пулмалла. Вӑл куҫҫулӗпе макӑрса ирхи апат хатӗрленӗ хушӑра Бульба хӑйӗн приказанийӗсене пачӗ; витере чылай айкашрӗ, хӑйӗн ачисем валли чи лайӑх тумтир суйласа илчӗ. Ҫав вӑхӑтра Аркадий Павлыч старостаран тырпул ҫинчен, калчасем ҫинчен тата хуҫалӑхри ытти япаласем ҫинчен ыйтса пӗлме пуҫларӗ. Халичченхи ҫутӑ вырӑнне сӗм тӗттӗм пулса тӑчӗ. Ҫӗр ҫийӗпе сарӑлакан шыва ҫак кӗтӳ пӑтратнӑ пек, чи пысӑк китсем ҫӗршер пуҫтарӑнсан та океана ҫавӑн чухлӗ пӑтраштарса яма хӑват ҫитерес ҫук. — Ҫук мар ҫав, монсеньор, пур. Вӑл хӑйӗн урхамахне, тӗрлӗрен ачаш ятсем парса, яка мӑйӗнчен аллипе лӑпкӑн ачашлани илтӗнчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ хам ҫумра ҫутӑ ялтӑртатнине курсан, тӗлӗнсех кайрӑм. Хӑйсен тивӗҫлӗхӗ ҫавӑн пек ӗнтӗ вӗсен… — Ӑна гильотина ҫине ӑсатмалла. Ак ҫак ҫылӑх манӑн ҫапла пулчӗ. Сана йывӑр-и? — Тӑхта, мучи! — татӑклӑн чарчӗ ӑна Нагульнов. Ҫак вӑхӑтра тухтӑр та алӑка уҫса кӗчӗ. — Мӗн хушатӑр? Чӳречен вараланчӑк кӗленчисем ҫине, нӑйлата-нӑйлата, шӑнасем пыра-пыра перӗнеҫҫӗ. Вӑл Кордильер тӑвӗсен ҫийӗпе ҫывхарса килнӗн туйӑнать. Павел Петровичпа Николай Петрович ун ҫине пӗр чӗнмесӗр пӑхса ларчӗҫ, Аркадий вӑрттӑн пӗрре ашшӗ ҫине, тепре пиччӗшӗ ҫине пӑха-пӑха илет. Ҫумӑр витререн тӑкнӑ евӗр чашлатса ҫума тапратрӗ; тӳпене пӗлӗт хупӑрласа хучӗ. Аллине хӑюллӑн тӑсрӗ хӑй. — Ирӗк парсамӑр, анне, эпӗ сире хам табак вӗтетсе парам, — терӗ атте, кукамай хӑйне кӗтмен ҫӗртен ҫакнашкал сӑмахсем каланипе, ахӑртнех, ним тума аптраса. — Аван-ха ку, раштав ячӗпе ҫавӑн чухлӗ кучченеҫ пухса килни! Аустин юлташӗ патне сиксе ӳксе, ӑна йывӑҫ ҫине хӑпарма пулӑшрӗ. Вӑл каллех аллисене сӗтел ҫине хучӗ те, чӳрече еннелле темле, ҫав тери ытараймасӑр пӑхса татах итлеме хатӗрленчӗ, мӗншӗн тесен, чӳрече умӗнче ахӑлтатса кулни, «Тепре! Тата тепре!» тесе кӑшкӑрни илтӗнчӗ. — Эсӗ мӗн кунта ҫакӑнса лартӑн? — Ку, Антипушка, патша вӑхӑтӗнче ҫапла пулма пултарнӑ, совет влаҫӗ чухне милицин тӳпелешме юрамасть. — Ахаль граждансене, паллах, милици тивмест, анчах артистсене ҫав-ҫавах хӗнет, ӑна ирӗк панӑ! — Акӑ Вайкато! — терӗ Паганель. — Оклендӑн ҫулӗ унӑн сылтӑм енӗпе пырать. Мӗн тума сӗнетӗр вара эсир? Аэлита кулать. Марсиан аппарат патне пырса тӑчӗ те тӗлӗнӗвне кӑлармасӑр нумайччен тӗсерӗ, унтан, ахӑртнех, унӑн принципне ӑнланнӑн, ҫунӑк тункӑрӗпе витӗннӗ капмар хурҫӑ ҫӑмартана тӗплӗн тишкерчӗ. Эпӗ — ишӗлчӗк япала, чӑлах. Пурте ыр кӑмӑллӑ Паганель хыҫӗнчен кӗчӗҫ. Ҫак таса ҫӗре таркӑнсем мӑшкӑласа кӗрсе кайнине курсан, дикарьсем йӗркине пӗлмесӗр пеме пуҫларӗҫ, кӑшкӑрашса сывлӑша янтӑратма тытанчӗҫ. Апеннин ҫинчи восстание илес пулсан, ҫакна калас пулать: ҫав ӑнӑҫсӑр восстание тӗрлӗ ҫапкаланчӑк этемсем хутшӑнни никамшӑн та вӑрттӑн япала мар. Ҫапла… Кӑнтӑрла тӗлнелле Гусев аялта Соацерӑна асӑрхарӗ. Володя юнкерпа пӗрле вӗсем патне пырса тӑчӗ. Тепӗр минутран шомпол стена витӗр тухрӗ. Мӗн шуйттанӗ-ха ку! Сире Боримечка пек тума сунатӑп, типӗ тытмалла кӑна ан пултӑр… Пилӗк сехетре Джон Мангльса сывлӑшра ҫӑмӑл тӗтӗм ярӑмланнӑ пекех туйӑнчӗ. Ерофей Кузьмич пырса тӑчӗ. Тепри ун вырӑнӗнче пулсан — каллех ташша ямалла, а ку… — Эсӗ сутӑнчӑк. Эпӗ ун ҫинчен шухӑшланӑччӗ-ха. Ҫӗрлехи шӑплӑхра икӗ урмӑш сасӑ харӑсах пӗр хӑруша сӑмах каласа ячӗҫ:— «Юн!» Чӑн та ӗнтӗ вӑл хӑюсӑр ҫамрӑк повар, хӑйне хӑй те эпӗ Серёжка йӑмӑкне юрататӑп тесе калас ҫук. — Мӗн каларӑм эпӗ? — пӳлчӗ ӑна старик. Ӗҫ ӑҫта пулни ҫинчен каланине эпир халиччен ниҫта та тӗл пулман-ха. Катастрофа хӑш вырӑнта пулнине эпир ӑҫтан пӗлӗпӗр? Ытла вӑй хумасӑрах вӑл аллисене кӑларма пултарап тесе шутларӗ. Вӑл тӗттӗмрех пӳлӗме тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ те ӑмсанса ассӑн сывларӗ: — Пурнаҫҫӗ вӗт-ха ҫынсем, чӗрӗп йӗплетӗрччӗ вӗсене! Лайӑх ят панӑ вӗсене — «ҫамрӑк гварди». Пепе, хӑйӗн ятне илтсессӗнех, фронта тӑчӗ те, хураллама хатӗрленнӗ пек, вӗҫкӗнленсе пӑшалне илчӗ. — Ҫук, пӗлетӗн, — хӗрарӑм унӑн сӑмахне илтнӗ-илтмен пусӗпе сулса илчӗ те тикӗс мар сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ. Анчах Гленарван маориецсен ҫулпуҫӗпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тӑрасси ҫинчен шухӑшлама пӑрахрӗҫ. — Пӑрахута-и? Шуррисем майлӑ-и? Мӗн шутлӗ-ха капитан Трелони ман ҫинчен? — Ну, ҫитӗ, йӗкӗт! — сиввӗн каланӑ старик. Анчах ҫывӑрма юрамасть пулсан, вара ҫиес килнӗ пулӗччӗ. Пит хытӑ. Фронтри пек. Анчах ӑна халӑх умӗнче рюкзакне салтма лайӑх мар пек туйӑнчӗ. Яковпа ӗҫсем пирки калаҫнӑ май Епифановпа хӑй хушшинчи вӗҫсӗр-хӗрсӗр тава, хӑй тахҫантанпа курман чиперккене Авдотья Васильевнӑна аса илсе, вӑл Якова ҫапла каланӑн туйӑнать: «Акӑ мӗн, Яков Харлампыч, кунашкал харкашиччен луччӑ ҫав ылханлӑ ҫӗре парсан лайӑх пулмӗ-ши, э? Тул енчи алӑк урлӑ йывӑр сӑлӑп хурса, ҫӑрапа питӗрсе илчӗҫ. Хӗвел анса ларчӗ. Хӗвеле чи ҫывӑх тӑракан планета — Меркурий. — Чуп, Васятка, кайса кала… Урата пӗренисем ҫатӑртатса ҫунни илтӗнет, тепӗр чух хӑш-пӗр хутӑн маччи е урайӗ йӑтӑнса анать, хӗлхемсем, тӑвӑл пек, айккинелле сирпӗнеҫҫӗ; йӗри-тавра горизонт таранах ҫиҫӗм ҫиҫнӗ евӗр ҫуталса тӑрать, башньӑн ҫӳллӗ мӗлки вӑрман патне ҫитиех тӑсӑлса выртать. Ҫак сӑмаха калакан ҫын шӑпах кӗтесре ларатчӗ, вӑл жандарм иккенне Огнянов халь кӑна асӑрхаса илчӗ. Халех пуҫлатпӑр! — Бойчо, Бойчо, тӑванӑм, эс сывах иккен! Ку граната ҫыххи пулчӗ иккен. Тухтӑр ҫине тӑрсах хистенине пула паян ак тинех ӑна пӳртрен кӑларчӗҫ те Юрданӑн хула тулашӗнчи улма пахчине ҫитерчӗҫ, кунта ӑна кӑштах ҫӳретӗр терӗҫ, уҫӑ сывлӑшра пултӑр терӗҫ. — Т-тӗрӗс! — терӗ те Костя, сасартӑк астуса илчӗ: — Сирӗн хӑлха илтет-им ӗнтӗ?! Нимӗҫсенчен нумайӑшӗ нӗрне ҫухатнӑ, ырханланса кайнӑ. Лешӗ ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ: — Тӗп мастерскойсене? — Ӑҫта вӗсем? — ыйтрӗ тухтӑр. Ах, епле эпир ӑна хӑртса мӑшкӑлларӑмӑр! Ытти ҫынсен вара пӗр йывӑрлӑхсӑрах питӗ лайӑх пулса пычӗ, вӗсен урӑхла пулма та пултарайманнӑн туйӑнчӗ. Курнатовскисемпе Берсеневсене, пирӗн пеккисене — кусем лайӑхраххисем-ха. Вӗсен улттӑмӗш армин фрончӗ, пирӗн ҫӗршыв варринелле пуклак пуҫлӑ савӑл пек кӗрсе кайнӑскер, Дон патнелле тӑсӑлса пыма тытӑннӑ. — Ҫапла вара ишсех каять-н? Эсӗ мӗн — каллех йӗнӗ-и? Сергей, хатӗрлен! Полковник, майор тата ытти офицерсем те пуҫӗсене тайса тав турӗҫ. Мӗнле кӗртнӗ-ха ӑна кунта? Ку чухне пурте тан… Хӑна пӳлӗмӗ ҫав-ҫавах ҫӳлӗ маччаллӑ, ҫутӑ сарӑрах английски рояль те кунтах ларать, пӳлӗмӗн пысӑк чӳречисем яри уҫӑ, вӗсем витӗр ешӗл йывӑҫсем тата садӑн сарӑ, хӗрлӗ сукмакӗсем савӑккӑн курӑнаҫҫӗ. «…Хӑвна ху юратнишӗнех пуласлӑхна ҫухатма», аса илтӗм эпӗ. Вӑл ҫӗнӗ пурнӑҫа пуҫласа яма вӗҫленет, тейӗпӗр… ҫапах та вӗҫленет. Ҫӑмӑллӑнах сӗтӗрет, эпӗ икӗ урапа пӗтӗм вӑйран тӗрелентӗм пулсан та, вӑл ӗхлетсе те илмерӗ. Эпӗ кӗтетӗп: эсӗ хӑҫан чарӑнатӑн, манӑн ӗшенӗвӗм хӑҫан тамалать. Вӑл Фомана тутинчен хыттӑн чуптуса илнӗ, куҫӗсем унӑн тата та ытларах тӗксӗмленсе кайнӑ. — Акӑ халех сире валли интереслӗ кӗнеке тупӑпӑр, вара эсир пирӗн пата кирек хӑҫан та кӗнеке илме килетӗп тесе сӑмах парӑр. Ҫирӗпрех пултӑр тесе, скрепкӑсене кантрапа яваларӑмӑр. Паллӑ мар-и-ха ӗнтӗ, ҫав ытлашши иртӗнӳсен авторӗсем хӑйсене хӑйсем «сулахаййисем» тесе шутлаканскерсем, чӑннипе илсен, сылтӑм оппортунизм арманне авӑртма шыв юхтарса тӑни?» Тепӗр кунхине фургон Вимерра шывӗн хӗрринех ҫитсе тӑчӗ. Ӑнланаймастӑп, мӗншӗн Макар ун ҫине чалӑшшӑн пӑхать-ши? Сакӑр сехетрен пуҫласа пиллӗкчен заводра ӗҫлесе, пиллӗкрен пуҫласа ҫурҫӗр иртсе пӗрреччен летчиксен шкулӗнче вӗренсе мӗн тума пултарнӑ-ха эпӗ Ленинградра? Тепӗр енчен, лӑпкӑ тинӗс кита ҫӑмӑллӑнах хӑвалама май пуррине шантарчӗ. Кӗтӳҫ ял-ял тӑрӑх, хуларан хулана ҫӳрет, ӳкӗтлет: «Уратаран ан перӗнӗр, хӑвӑрти усалран хӑрӑр, тасалӑха ҫухатасран вилӗмрен те ытларах сехӗрленӗр». Юлашкинчен, ҫакнашкал ашкӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл шухӑша кайрӗ, куҫне хӗскелерӗ те кӗтмен ҫӗртен пӗр кулмасӑр-тумасӑр Иленька патне пычӗ: «Ҫакна тума хӑтланса пӑхӑр-ха, тупата, ку йывӑр мар», — терӗ. Гусев ӑна кушакӑннилле туйӑмлӑ ҫурӑмӗнчен ачашлама пикенчӗ. Мӑй ҫыххи ҫине ҫырнӑ «С» тата «В» саспаллисем йыттӑн унчченхи пурнӑҫӗ ҫинчен тӗшмӗртмелли пӗртен-пӗр паллӑ — пуре те ҫакӑ ҫеҫ, — ун ҫӗнӗ хуҫишӗн пӗлме май ҫук вӑрттӑнлӑх пулса юлнӑ. Кам та пулин мана хӗрхентӗрччӗ хӑть! Кай та пуҫтар хӑвӑн чемоданна. Хуҫасем ӑна, апат ҫитернисӗр пуҫне, уйӑхне тӑватшар тенкӗ тӳленӗ те, вӑл вара вӗсем патӗнче ир пуҫласа каҫченех курпунне авнӑ. Юратма пултарнӑ-и Симурден? Нимшӗн те каҫарма кирлӗ мар! Ытти астрономсем вара: Юпитерӑн нимӗнле спутник те пулма пултараймасть, мӗншӗн тесен вӗсем ҫынна уса кӳреймеҫҫӗ, тенӗ. Катаранах эпӗ картузлӑ пӗр лӳппер ҫынна асӑрхарӑм, тӑваткӑл хулпуҫҫиллӗ пальтопаччӗ вӑл, хӑй улӑхмастчӗ, ҫак шавлӑ машина ӑна хӑҫан-ха ҫӳле ҫӗклетсе ҫитерӗ тесе, кӑмӑлне хывнӑ чухнехи пек кӗтсе, ишсе пыратчӗ. Король урамӗнчи ҫурт, манӑн мӗскӗн Гретхен, ырӑ кӑмӑллӑ Марта — манӑн куҫӑм умне мӗлкесем пек тухса тӑчӗҫ. Пӗр ялта вӗсем кулаксен банди ҫине пырса тӑрӑннӑ. Вара ыттисен те чунӗсем ҫемҫелчӗҫ, Джима ҫапла хута кӗнӗшӗн эпӗ тухтӑра чӗререн тав турӑм; вӑл та Джим пирки ман пекех шухӑшланӑшӑн ҫав тери савӑнтӑм; эпӗ Джимпа паллашсанах унӑн чунӗ ыррине, вӑл лайӑх ҫын иккенне туйса илнӗччӗ. — Ак ку, ҫерҫи ушкӑнӗ чӗвӗлтетни витӗр, чепчен сасси илтӗнет. — Конверт ӑшӗнче, больница бланкине ҫапнӑ хут татӑкки ҫине пысӑк саспаллисемпе:«Сирӗн пушӑ сехет пулсассӑн, курма килӗр. Ирхине колхоз правленине тухса каять, Давыдовпа, Нагульновпа, платниксемпе, бригадирсемпе калаҫать. Хӑвӑртрах! Свидетельсен пӳлӗмӗнче (унта учительсен пӳлӗмӗ пулнӑ) Ларина карчӑк хӑйӗн хӗрачисемпе, няньӑпа пӗрле ларать. Унӑн кантра ҫӑмхийӗ йӑлт вӗҫне ҫитичченех сӳтӗлсе пӗтнӗ те, вӑл ӗнтӗ каялла таврӑнас тесе тӑнӑ-мӗн. Ҫакӑнтах юл та, Флинт укҫисене шыраса ҫӳре», — терӗҫ вӗсем. Эпӗ тӗмсем хыҫӗнче, унран пилӗк-ултӑ фут аяккарах ҫеҫ, ларатӑп, самантлӑха та ун ҫинчен куҫ илместӗп. Анчах пӗр кун иртнӗ, тепӗр кун та иртнӗ, виҫҫӗмӗшӗнче акӑ хаяр ҫил-тӑман сиксе тухнӑ, Киш ҫаплах таврӑнман. Апла пулсан кайса тӑр-ха эппин, юнлӑ хура ҫӗлен, стена ҫумне!» Тепӗр икӗ уйӑхран, хулара каллех Носков курӑнсан, фабрикӑна ҫӳҫне яп-яка хырса янӑ, сарӑхса, начарланса кайнӑ Абрамов пырсан, вӑл тата ытларах хӑрама тытӑнчӗ. — Епле шутлатӑр эсир: вӑрҫӑ час пӗтет-ши? — ыйтрӗ Степан Иванович, темшӗн пӑшӑлтатса. — Ют юрра итлессӗм килмест… — хирӗҫӳллӗн пуҫне силленӗ Ежов. — Ну, ман пата иккенне куратӑп… Мӗн вара эсӗ, е эпӗ сана ӗненет тесе шутлатӑн-и? Ухмаха ан ер. — Выҫӑ-и, выҫӑ мар-и, епле пулсан та вӑл амӑшӗ, — терӗ сержант. Ачасем ҫисе ячӗҫ те нӑйкӑша пуҫларӗҫ. — Шыв ӗҫес килет!.. — Пулнӑ, пулнӑ, тупа тусах калатӑп пулнӑ тесе. Манӑн ҫак вырӑнтан та тапранмалла ан пултӑр, суятӑп пулсан. Пуллах! Часах акӑ инҫетре кимӗ те курӑнса кайрӗ; ҫак кимӗ ҫыран хӗрринелле васкаса ҫывхарчӗ, ун ҫинчен иртнӗ каҫхи пекех тутар ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ пӗр ҫын тухрӗ, ҫуҫне вӑл казахсем пек кастарнӑччӗ, чӗн пиҫиххийӗ ҫумӗнче унӑн вӑрӑм ҫӗҫҫи курӑнса тӑрать. Шӑнтса лартнӑ кӗрхи ҫанталӑк хӗвеллӗччӗ. Хваттерӗ питӗрӗнчӗк пулнӑ унӑн, вара вӑл хам телефонпа калаҫас умӗн икӗ минут маларах ҫеҫ хваттерне кӗнӗ, унта та пулин Ленинградран нумайлӑха тухса каяс майпа кӑна. Нагульнов ӑна хирӗҫ пырса тӑчӗ, наган курокне ҫӳлелле каҫӑртса лартрӗ. Ну, вӑл мӗнле май килет ӗнтӗ! — Кам та пулин туратсене хускатмасть пулӗ те? — Яланхи пекех. Конституци проекчӗн тӗп уйрӑмлӑхӗсем ССР Союзӗн пурнӑҫӗнчи ҫав мӗнпур улшӑнусене ҫӗнӗ Конституци проектӗнче мӗнле палӑртнӑ-ха? Ҫав минутра эпир хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррине тухрӑмӑр та тинӗс хумӗсем айлӑма майпенех хупласа хӑпарнине куртӑмӑр. Вунпӗр ҫурӑра икӗ енчен те пеме чарӑнчӗҫ, шӑп вуникӗ сехетре вара тӑшмансем Малахов курганне — 2-мӗш, 3-мӗш, 5-мӗш бастионсене штурмлама тытӑнчӗҫ. — Тӗрӗс мар апла калани, — терӗм вара салхуланса. Вӗсем тӑрӑ шывра Ҫӗнӗ Зеландире миллионӗ-миллионӗпе ҫӳрекен вӗтӗ пулӑсене тытса ҫиеҫҫӗ. — Апла пулсан, шӑлӑм, кӳл-ха. Эпӗ ахалех тумӑп, — тенӗ Ваҫили Андрейч. Анчах эсӗ? Итлемесен — хӑвӑра хӑвӑр айӑплӑр, ман ҫине ан ҫиленӗр. Эпӗ, ирӗк паратӑр пулсан, алӑсене кайса ҫӑвам-ха. Ҫапла вӗсем икӗ кун хушши пуртӑна алӑран ямасӑр утса пычӗҫ. Хуллен ҫитӗнекен пӑтранчӑк, кӳренӳллӗ сисӗм, таҫта, чӗре тӗпӗнче вӗшӗлтетсе, ӑна кӗҫӗрхи каҫ мӗн тумалли ҫинчен ӑса-пуҫа пуҫтарса шутлама чӑрмантарнӑ. Ҫак пурне те пӗлекен, хӑйсене шутсӑр шанакан ҫынсем пӑлханса, ҫухалса кайнине сӑнаса тӑма ӑна кӑмӑллӑ пулнӑ, пуринчен ытла ӑна шӑллӗ кулӑшла туйӑннӑ, вӑл хӑйне ҫав тери ӑнланмалла мар тыткаланӑ, ӑна кура: ҫак кӗтмен ҫӗртен тухнӑ вӑрҫӑ чӑн малтан ӑна, Алексей Артамонова, пырса тивнӗ, ӑна темле питӗ пысӑк ӗҫ тума кансӗрленӗ, тесе шутлама пулнӑ. Вӗсем мана ачасем пекех иленеҫҫӗ. Айӑпланакан вилӗме тивӗҫлӗ пулсан, ҫар сучӗсенче ҫакӑн пек тӑвас яланхи йӑла пур. (Ҫак ҫырӑва каялла парса ярӑр.) Н. С.». — Паллах, паллах, — текелесе пычӗ вӑл пӗр вырӑнсӑр. Тепӗр минутранах вӑл витене чупса кӗчӗ, утне утланса, хуланалла ҫил пек тухса вӗҫтерчӗ. Хӑрани халь ӑна нихӑҫанхинчен ытларах асаплантарнӑ. Алвиш хыҫҫӑн Коимбра, Ибн-Хамис тата ытти чура сутуҫисем, арабсем, метиссем хӑйсем Казонден хӑватлӑ хуҫине парӑнса тӑнине шантарчӗҫ. — Машенька! — Кам кирлӗ сана, хӗрача? — ыйтрӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ курпун та шуранка хӗрарӑм, ытла начар тумланнӑскер. Ҫапла, унӑн хушамачӗ Корчагин пулас. Ну, икҫӗр? Ҫак тӗлӗнмелле, анчах кӑмӑллах мар ӗҫсем старике хӑй те ҫапӑҫма чӗннӗ е ҫапӑҫма кайнӑ вӑхӑтсене питӗ лайӑх аса илтернӗ — анчах ку ӗҫсем пурте сцена ҫинче пулнӑ. Сережа хурах пулчӗ: ҫулпа иртсе пыракансем хыҫҫӑн хӑваласа пынӑ чух вӑл такӑнчӗ те хӑвӑрт чупнӑ ҫӗртенех чӗркуҫҫийӗпе йывӑҫ ҫине пырса тӑрӑнчӗ, вӑл хытӑ ҫапӑннӑран сусӑрланать, пулӗ тесе шутларӑм. Пуҫсӑр юланута тытса килессе ӗмӗтленеҫҫӗ вӗсем. Ҫаксем ҫинчен тӗплӗн пӗлсе килме вӑл Марин йыснӑшне кама та пулин яма пулмӗ-ши тесе сӗнчӗ, лешӗ ун сӑмахӗпе килӗшмерӗ. Вӑл амӑшне суд ларӑвӗ ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ, амӑшӗ ӑна итленӗ май вӑл темрен хӑранине, хӑй хавхалантарма тӑрӑшнине ӑнланчӗ. Нина Капитоновна Катьӑпа иксӗмӗре темӗн ҫинчен каласа пачӗ те, сасартӑк. — Хуп ҫӑварна! — тесе хушрӗ. Асту, асту! Унта та пурте ҫавӑн пекех ирсӗр юхӑнса пӗтнӗ. Акӑ Днепр, хурҫӑ хӳмесене тата-тата кайса, машинӑсене, ҫынсене шыв айне турӗ. А эпӗ ӑна хуллен, пӗрмаях чунӗнчен, унӑн аяк пӗрчийӗсем хушшинчен хам сӑмахӑмсемпе, аптӑрисемпе чикнӗ пекех чикетӗп!.. Ҫулланнӑ ҫын ун пек чупаймасть. Питрен кӳренмелле сӑмахпа ҫапса янине тӳссе, каллех ҫак алӑк патне килсе тӑма-и? Нумай ҫӗрте тӗксӗм-хӗрлӗн курӑнакан хӗвеланӑҫӗнче хура тӗтӗмсем ункӑланса, ҫӳлелле явӑна-явӑна хӑпараҫҫӗ. Унӑн, паллах, нервӑсем пӑсӑлнӑ, анчах чирӗн тӗп сӑлтавӗ — тӳрленсе ҫитмен кивӗ суран. Ҫула тухса каяс умӗн матроссем манран эпӗ хӗрес тӗлӗшпе тумалли йӑласене тунипе туманни ҫинчен час-часах ыйтрӗҫ. Така тирӗсене пӗр енне хырса якатнӑ та, тепӗр енне ҫӑмӗпех хӑварнӑ, ҫавӑ «пелион» пулать, йӗнерсене вара ҫавсенчен майлаштарса тӑваҫҫӗ. Кӑнтӑрла пулсан тирсене тӗрленӗ пиҫиххисемпе туртса ҫыхаҫҫӗ те, вӗсем вара йӗнер вырӑнне пулаҫҫӗ, каҫхине салатса ярсан, ытарма ҫук ӑшӑ утиял вырӑнне усӑ курма пулать. Кайран, кӑштах вӑхӑт иртсен, сан чунун лайӑх татӑкӗ ытти кӑкӑрсенче те саннинчен начарах маррине курӑн-ха, — вара сана ҫӑмӑлтарах пулӗ. Ӗнер унӑн икӗ пинлӗ пуҫкасакансен отрячӗ хулана чаплӑн пырса кӗчӗ. Ку крепость йӗри-тавра виҫӗ хӳме туса ҫавӑрӑннӑ. Темле вӑрттӑн ӗҫ тума шутланӑ пек, вӑл Широкогоровӑн хулпуҫҫийӗ ҫинелле пӗшкӗнчӗ, хӑй сӑмахне сыпкаланӑ пур ҫынсем пекех хӑвӑртрах ӗҫре кӑтартма тӑрӑшса, лешне урмӑш саспа пӑшӑлтатрӗ: — Пирӗн леш… мӗн, хӗрлӗ ҫӳҫлине пысӑк вырӑна куҫарас майпа ҫав-ҫавах вырӑнтан кӑларатпӑр. Апла пулсан, эпӗ, леш пушӑ хирти араб пекех, заместительӗр юлатӑп… Хамӑн ҫӳҫ-пуҫӑма тӑпӑлтарса тӑкма ха… — Пар-ха, Гек, курам! Ҫавӑн пек калаҫма каникул вӑхӑтӗнче пуринчен ытла ҫӑмӑлтарах пек туйӑннӑ ӑна. Юн нумай юхнипе вилнӗ. Ҫавӑнтах ача йытӑ пуҫне сылтӑмран сулахаялла, сулахайран сылтӑмалла сулларӗ. Ҫар комиссариатӗнчисенчен пӗри тӳрех: «парти аппарачӗ пире парӑнмасан, эпир ӑна вӑйпах ҫӗмӗрсе тӑкатпӑр» — тесе хучӗ. — Эсир мӗн ятлӑ? — ыйтрӗ старик. Мӗн пӗлни те унӑн темӗн чухлӗ хӗн-хур курасси те хӑрушлӑх туясси ҫеҫ. Шӑпах ҫав инкексем килсе ӳкрӗҫ те ун пуҫӗ ҫине хӑй кунта таврӑннӑ халлӗнех. — Эпир утравӑн никӗсӗ тӗлне ҫеҫ анса ҫитрӗмӗр пулӗ, тесе шутлатӑп. Ну ачасем… вут кӳрӗр-ха! Кӗтмен ҫӗртен калаҫу ҫапла ҫаврӑнса ӳкнине курса, Банник кӑштах аптӑраса тӑчӗ, анчах хӑй ҫапах та ҫӑлӑнса тухма хӑтланчӗ: — Эпӗ хамшӑн мар, халӑхшӑн, колхозран тухнисемшӗн чунтан пӑшӑрханатӑп. Эсир вӗсене тыррисене те каялла тавӑрса памастӑр, пурлӑхӗсене те памастӑр. Тыткӑна лекни хӑй те вӑйне пухса тӑма хӑтланать, анчах нимӗҫсем ӑна хӗнесе турткаланипе ура ҫине тӑма памаҫҫӗ. — Тепре куриччен, Андрей, тепре куриччен, Николай! — терӗ Павел ӑшшӑн та тӳлеккӗн, юлташӗсен аллисене чӑмӑртаса. Пӗр-пӗр ҫӗнтерсе илекен ҫынна, хӑйӗн чапа е мухтава тухас кӑмӑлне пула миллионсене пӗтерекен ҫынна, тискер тенине юрататӑп эпӗ. Мӗншӗн хӗнес? «Ҫапла, — шухӑшланӑ Петр. — Анчах Илья мӗн каланӑ пулӗччӗ-ши?» Мӗн тума пӗлмелле ӗнте пирӗн, телейсӗр тӑлӑх-туратскерсен! Вӑл хӑйӗн куҫхаршийӗсене асаплӑн пӗрӗнтерет, мӑйне тӑсать, унтан пӗр вӑхӑт тӑнласа тӑрать те, асар-писер сасӑсене ӑнланмасӑр пӑшӑрханма пуҫланӑ пек, сасартӑках амӑшӗ патне чупса пырса, аллисене тӑсать, унӑн кӑкри ҫумне лӑпчӑнать. Вӗсем куҫпа куҫ тӗл пулчӗҫ, пӗрне-пӗри сӑмахсӑрах ӑнланчӗҫ. — Апла… Сирӗн шухӑшӑрпа ӗнтӗ… — пуҫларӗ Гленарван. Король ҫуртӗнче пӑтӑрмах пуҫланса кайрӗ; тарҫисем пусмасем илме чупрӗҫ; ҫурт тӳпине улӑхса ларнӑ упӑте ҫине пӑхса килхушшине темиҫе ҫӗр ҫын кӗпӗрленсе пухӑнчӗ. Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ; мунча алӑкӗ патӗнче, йывӑҫ тӗмисем витӗр темскер йӑлтӑртатса тӑнӑ, унтан ку япала тӗмӗсем хушшинче курӑнман симӗсрех салтак ҫурӑмӗ хыҫӗнчи штыклӑ пӑшал пулни палӑрчӗ. Тӑсланкӑ Джон квартирмейстер. — Астуса тӑма йывӑр! — терӗ генерал йуҫенчӗклӗн. — Кая юлнӑ! Мӗнле ответ пачӗ вӑл сире? — тесе ыйтрӑм та эпӗ, ҫавӑнтах хама аван мар пек пулчӗ: — Каҫарӑр, тен ку ыйту сирӗншӗн кӑмӑллах мар пулӗ, апла пулсан ответ ан парӑр. Ман ачасенчен сана хӑшӗ кирлӗ? Анчах ешӗл йывӑҫсем хушшинче те, ют хӳме хыҫӗнче те, чартак чӳречисем тӗлӗнче те никам та курӑнмарӗ, пӗр сас-чӳ те илтӗнмерӗ. Мӗне кирлӗ сана! Мана вӑрахчен никам та уҫмарӗ, эпӗ, йывӑр алӑка ерипен хамах уҫса, таса та аслӑ ҫенӗхе кӗрсе тӑтӑм. Лиза кӑртах сикнӗ, пуҫне ҫӗклесе пӑхнӑ, кӑшкӑрса янӑ та тухса тарма тытӑннӑ. Мӗн усси пулӗччӗ вара пролетариата эсӗ вилнӗ пулсан? — шӳтлесе илчӗ Окунев Корчагина ытамласа, коридоралла тӗртсе кӑларса. Халӗ ӗнтӗ Павка сакӑр тенкӗ мар, вуннӑ илет. Вӑл тӳрленсе ларчӗ… унӑн пӗтӗм пичӗ куҫҫулӗпе йӗпеннӗ. — Теплерен пырса лекрӗм эпӗ ун патне. Кӑвак тӗтӗм айне пулнӑ Макҫӑм пичче, тӗтреллӗ куҫӗсемпе таҫта инҫете тинкерсе, ҫӑра куҫхаршийӗсене ҫиллессӗн пӗркелентерсе, сехечӗ-сехечӗпе пӗр хускалмасӑр тем шухӑшласа ларнине ҫеҫ курнӑ вӗсем. Шалти туйӑм мана пур еннелле те — хӗрарӑмсемпе кӗнекесем патне те, рабочисемпе хаваслӑ студентсем патне те туртатчӗ, анчах эпӗ ниҫта ҫитме те ӗлкӗрейместӗмччӗ те — «ни унта, ни кунта» пулаймасӑр, кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнкаласа пурӑнаттӑм, ҫав вӑхӑтрах такамӑн куҫа курӑнман алли мана куҫа курӑнман пушӑпа ҫапса хӑваласа пыратчӗ. Ачасене те. Нимӗҫсем ӑна тӳрлетсе ҫитериччен икӗ-виҫӗ кун иртсе каятех. Вӗсен чугун ҫулпа куҫасси чӑрмавланать. Чӗрӗк сехете яхӑн ларнӑ хыҫҫӑн Павел ҫӳҫ касакан патӗнчен тем тӗрлӗ тарласа, ывӑнса ҫитсе, анчах илемлӗ каснӑ, яка туранӑ ҫӳҫпе тухрӗ. Мӗн пирки-ха ман чӗрере ывӑннӑ чухнехи пек йывӑрлӑх? Сасартӑк такам пичкепе юнашарах палуба ҫине йывӑррӑн пӗшкӗнсе ларчӗ. Сид хӑйӗн урокне тахҫанах вӗренсе хунӑ. Утса пынӑ май хӑйӗн туйине кӗтессе пӑрахрӗ, шлепкине сӗтел ҫине ывӑтрӗ те тӑванӗн ачине хыттӑн кӑшкӑрса чӗнчӗ:— Аксель, кил-ха кунта! — терӗ. Епле чипер вӑл, ҫӳҫне-куҫне тураса якатнӑ, сӑнне-питне те кӑмӑллах теме пулать, сӑрӑ костюмӗ те питӗ лайӑх! Картланса тӑракан ҫӳллӗ ҫамки пуҫӗ ҫинчи кукшипе пӗрлешсе кайнӑ; пӑхсассӑн, ҫак ҫыннӑн икӗ пит пек курӑннӑ, — пӗри, пурне те курӑнаканни, ӑслӑ та чӗрӗ, вӑрӑм кӑмӑрчак сӑмсаллӑ пулнӑ; тепӗр пичӗ ҫӳлерехре вырнаҫса тӑнӑ, унӑн куҫӗ-мӗнӗ курӑнман, ӳчӗ пӗркеленсе, картланса тӑнӑ. Шӑп ҫав картсем хушшинче ӗнтӗ Маякин тепӗр мӑшӑр куҫне, тепӗр тутине майлӑ вӑхӑт ҫитиччен пытарса усранӑ пек туйӑннӑ, майлӑ вӑхӑт ҫитсен, вӑл вара тӗнче ҫине йӑлтах урӑх куҫсемпе пӑхса, йӑлтах урӑх кулӑпа кулмалла пек туйӑннӑ. Эпӗ маннӑ ӑна. Манӑн кукка Абнер Мур, мана пӑрахмасть пулӗ-ха, ҫавӑнпа эпӗ кунта, Гошена, килтӗм. Тая партие ман ҫулпах пырать: малтан вӑл ҫынсем патӗнче прислугӑра пурӑнчӗ, халӗ столовӑйра савӑт-сапа ҫунӑ ҫӗрте ӗҫлет (ку пӗчӗк хулара промышленность ҫук). Херасков. — Ырӑ ҫыннӑм, начаслӑха тула тух-ха! — тенӗ. Ҫӗкленсе тата анса пӗрле сехет ҫурӑ иртет. Кӗлеткерен тӗрексӗртерех тата начартарах пулин те унӑн хӑрас шухӑшӗ пулман. Нимӗн кулмасӑр тавӑртӑм ӑна эпӗ: — Чӑнах та, вӑл начар мар… — Вот хӑямат! — Намӑссӑр эсӗ, Ефимушка! — йывӑррӑн сывласа илетчӗ Григорий Шишкин. — Апла-тӑк калаҫма пуҫлатӑн. Шлепке. Ну, атя, кур эппин. Кӑна ытлашши вӗҫкӗнле каларӗ-ха вӑл, ун сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн чутах хӑйне хӑртса калаттӑм. Анчах ҫав самантра алӑк уҫӑлчӗ те, следователь патӗнчен тухнӑ хӗр мана кӗме сӗнчӗ. … Сире эпӗ кӗртместӗп. Вырӑссем киличчен кунта веллингтонисене курнӑ ҫын та пулман. Анчах вӑл пӗр саманта та хӑйне асла хума пӑрахмарӗ! Ку вӑл кӑтра хура ҫӳҫлӗ, вӑтӑр пилӗк ҫул тӗлнелле ҫитнӗ яштака ҫын иккен. Кунта виҫӗ лашапа икӗ кӗсре пур, вӗсем сырӑшсем умӗнче утӑ ҫисе тӑмаҫҫӗ, йытӑсем евӗрлӗ кайри урисем ҫинче лараҫҫӗ, ҫакӑ вара мана питех те тӗлӗнтерсе ячӗ. Анчах эпӗ ытти лашисем килти ӗҫсене тунине курсан татах та тӗлӗнсе кайрӑм. — Атьӑр! — унӑн хутне кӗнӗ ик-виҫӗ сасӑ. Унӑн клепкӑласа сӑрнӑ виттине икӗ теҫетке марсиан пысӑк мӑлатуксемпе тӳнккет те тӳнккетӗ. — Эсӗ ан хӑра, эпӗ майӗпен туртӑп. Ҫапла ҫав. Эпӗ ҫине-ҫинех пеме тытӑнатӑп: ҫав тери нумай ҫын пӗтеретӗп; анчах вӗсем ҫаплах-ха ман паталла чупаҫҫӗ. Мӗнпе ҫак териех тыткӑнларӑн эсӗ мана, савниҫӗм? Сасартӑк мексиканец-вакеро:— Mustenos! — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Дубков хваттерӗ калама ҫук лайӑх е вӑл мана кӑна ҫавӑн пек туйӑнчӗ-ши. Эпӗ каятӑп-ха… Ҫавӑн пекех пӑтӑпа соус та аван. Кишӗр, ҫарӑк е артишок нихҫан та лайӑх пулас ҫук. Французсем, нимӗҫсем, атальянсем, турккӑсем, ивропейсем, индисем… Ҫапла вара, городничий ниепле ӑнӑҫлӑ ӗҫ тӑваймасӑрах хӑй патне тухса утрӗ. Халь ӗнтӗ сана парне тӑвас килет вӗсене. Вӑл авал чухне вӑрҫӑра вӗлернӗ половецки князе ҫар чысӗпе пытарса хӑварнӑ вырӑнта купаланса ларнӑ, ӑна ҫар ҫыннисен арӑмӗсен сулӑсем тӑхӑннӑ аллисем, ҫар ҫыннисен хурӑнташӗсен тата тыткӑна илнисен аллисем купаласа хӑварнӑ… Вӑл шухӑшланӑ… анчах та вун ҫичӗ ҫулхи хӗр ращара пӗччен, ҫурхи ир ултӑ сехетре мӗн ҫинчен шухӑшланине ӑҫтан пӗлме пултарӑн? Ҫак хӳхӗм ял каччи унӑн ӑшӗнче темскерле туйӑм хускатрӗ… Анна Васильевна дачӑран нихҫан та ҫакӑн пек ир куҫса каякан марччӗ; анчах кӑҫал, кӗркуннехи пӗрремӗш сивӗсене пула, унӑн шӑлӗсем сурма пуҫларӗҫ; Сен-Жак урамӗнче чул саракан ҫара уран ҫӳрекен ҫынсем атӑ-пушмак сутакансене тытса чараҫҫӗ, пӗр-пӗрин хушшинче укҫа пуҫтараҫҫӗ те вунпилӗкшер мӑшӑр пушмак туянса «хамӑр салтаксем» валли тесе Конвента ярса параҫҫӗ. — Эпӗ ӑна хӑйне хӳринчен ҫавӑтса килӗп! — инҫетрен кӑшкӑрчӗ Сергей. Сарлака та кӑвакарма пуҫланӑ хура сухаллӑ ватӑрах казак, кӗпи ҫинчен хура чӗн пиҫиххи ҫыхнӑскер, шыв хӗррине выртнӑ та пӗр евӗрлӗ шарласа тата пӗтӗрӗнсе юхакан Терек ҫине юлхавлӑн пӑхать. — Бончо пур-и? — пӑшӑрханса ыйтрӗ вӑл. «Пӗлетӗп, пӗтӗмпех пӗлетӗп: манӑн пуҫшӑн икӗ пин червонец параҫҫӗ. — Ну, Саня, — терӗ вӑл, — манӑн кайма та вӑхӑт ҫитрӗ. Салтак арӑмӗсем, кунта!.. Савӑк кӑмӑллӑ Окунев, сӗтел ҫине хӑпарса ларса, ҫинӗ хушӑрах, ӗҫлӗ сӑмаха шӳтпе хутӑштарса, Павела кунти хыпарсем ҫинчен каласа пама тытӑнчӗ. Мӗнле те пулин усӑ пулсан юрӗччӗ хуть, атту ахаль кӑна вӗт. Акӑ шуйттан унӑн ҫӑлтӑрӗ ӑшне кӗрсе пытанчӗ те хӗрарӑма кӑчӑк туртать! Грузовик дача поселокӗ еннелле пӑрӑнса кӗчӗ те курӑк-ҫеҫкепе хупланнӑ пысӑках мар пӗр ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗ. Анчах ӑҫталла каяс-ха? Ку вӑл малтанах палӑртса хунӑ пароль пулчӗ. Ҫав ҫынна пуҫне касса вӗлерме хушӑр». Мӗнле-ха вара, колхоз пуличчен пирӗн пилӗк агроуполномоченнӑйччӗ, анчах вӗсен ӗҫӗ курӑнмастчӗ. Хӑш чухне ҫӗрле, пӗр-пӗр кӗрсе выртмалли таса мар ҫуртра ҫывӑрнӑ чухне, урайӗнче мучи пуҫелӗкӗпе юнашар ларакан шарманка сасартӑк, ватӑ ҫын ахлатнӑ пек, вӑйсӑррӑн, хурлӑхлӑ, чӗтрекен сасӑ кӑларса ярать. С-сӑмахран, вӑл каҫ, соборта, эсир епле чаплӑччӗ! Хӑвӑн сӑнна тӗкӗр витӗр кур-ха, ӑҫта санӑн ун ҫинчен шутлама!» — Путатӑн тата, шуйттан, саншӑн ответ тытмалла пулӗ… — хӑйлатрӗ Карачӑм. Французла ҫырни вырӑнлӑ мар пек, анчах вырӑсла ҫырма аннеҫӗм ӑстах мар, вӑл хӑй те ҫавна лайӑх пӗлнӗ те намӑс курасшӑн пулман. Вӑл хыҫалалла, салтакӗсем еннелле ҫаврӑнать, лешсен куҫӗсем тарӑхупа ҫунса тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен юратнӑ начальникне кӳрентерчӗҫ. — Ак ҫакӑ, пӗчӗкки, тӑмаланчӑк ҫӳҫли, — хаваслӑн кулса, ответлерӗ атте. Кӑна, шӑллӑм, сан ҫинчен ҫырнӑ. Эпӗ ром илсе пытӑм та, унӑн ҫӑварӗнчен яма хӑтлантӑм. Анчах унӑн ҫирӗп янах шӑммисем тимӗр пек ҫыртӑнса тӑраҫҫӗ. Манӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫ ҫаврӑнса тухрӗ — сирӗн аҫӑра йӑпатма ҫав тери лайӑх купӑс илме пултаратӑп… Эпӗ, апла, комендант ҫуртӗнче иккен. Ман патӑма Марья Ивановна кӗрсе тухрӗ. Заседани хупӑннӑ тесе шутлатӑп. Пӗр купи патнелле тӳрех Петро Семиглаз кармашрӗ. Пӑхатӑп — хапха уҫӑ, площадь, хула курӑнать. Ҫавӑнпа манӑн каялла сулӑ патне тавӑрӑнмалӑх вӑхӑтӑм ҫителӗклӗ пулать. — Халӗ е нихҫан та! — терӗ Том шӑппӑн. — Каяр! — Суятӑн? — Темӗнле Лантенак, маркиз пулнӑ ҫын, хӑйне Бретань принцӗ тесе хисеплекенскер. Тара тытнӑ ӗҫ вӑйӗпе унашкал усӑ курма ун чухне совет саккунӗ енчен чару пулман. — О, мӗнлерех хитре эс, ман юратӑвӑм! Сирӗн пата пырса тӑтӑм, анчах эсир тӗлӗкре ҫав тери телейлӗн кулаттӑр… Ку мӗнле пулчӗ-ха, Джо? Ну, халӗ ӗнтӗ калаҫса татӑлтӑмӑр, пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулмалла. «Гуигнгнм» тенӗ сӑмах вӗсен чӗлхипе этем тума пултарнӑ чи лайӑх япала, тенине пӗлтерет, мӗншӗн тесен ҫак ҫӗршыври лаша-ҫынсем хӑйсене чи ӑслӑ этемсем вырӑнне шутлаҫҫӗ. Эпӗ сана юрататӑп… манӑн урӑх тивӗҫӗм ҫук. Ҫапла вара, вилесем кирлӗ мар мана, анчах пӗр-пӗринпе килӗштерсе пурӑнма пултарайман ҫынсене те тӳсме пултараймастӑп эпӗ. Вӗсене курсан Вавжонпа Марыся каҫса кайсах сӑхсӑхаҫҫӗ. Катя ҫине пӑхса тӑранаймастӑп эпӗ. — Тапранмалла! — уҫӑмсӑртарах сасӑпа приказ пачӗ Озеров. — Ҫук, мана ҫав французсем ӗҫекен япаласем кирлӗ мар. Халь вӑл сарайне тӳрех кӗмерӗ, кӑшт ҫеҫ уҫӑлса тӑракан алӑкра чи малтан унӑн ҫинҫешке те усӑкрах сӑмсипе пӗчӗкҫеҫ тутарла сухалӗ курӑнса кайрӗ. Ҫӳхе кӗпӳ айӗнче эпӗ сан ӳт-пӗвне куртӑм, санӑн чечен ӳт-пӗвне, турра юратнӑ пекех юрататӑп эпӗ ӑна. Картта ҫине пӑхса пырӑр. Акӑ луччӗ Микель каласа панине итлӗр: арестленӗ вӑхӑтра вӑл пулнӑ. Авалхилле туса илетӗн-и-мӗн? — терӗ уйрӑммӑнах хыттӑн Базаров. Хырӑму сан лилисем ункӑланӑ тулӑ кӑшӑлӗ тейӗн. Пӗр вӑхӑтра вӑл пуҫне аллипе те тытса пӑхрӗ, анчах мана систерес мар тесе, ҫамкине сӑтӑрнӑ пек турӗ. Унтан сасартӑк хӑй сӑмахне лӑпкӑнах вӗҫлерӗ: — Юрӗ-ҫке, аманнӑ ҫынна ҫитерер-ха… Эпӗ ҫаксене пурне те аса илтӗм. Черетпе Санин та вӗсене юрласа пама ыйтрӗ: вӗсем те кӗттерсе тӑмарӗҫ. Пушаннӑ окопсем шӑпах пулса тӑчӗҫ. Чиркӳри минтерсӗр ҫӳллӗ саксем ҫинче виҫҫӗр ҫынна яхӑн вырнаҫаҫҫӗ. Ҫурчӗ пӗчӗккӗ, илемсӗр. Унӑн тӑрринче темскер, хыр хӑмасенчен тунӑ футляр пекскер, курӑнса тӑрать, — вӑл чан ҫапмалли вырӑн иккен. Вӑл калаҫма та хулӑн сасӑпа калаҫать. Туссем малтанах килӗшесшӗн пулмарӗҫ, анчах Владимир Петрович хӑйӗннех турӗ. Йывӑр мӑйкӑчсене хыврӗҫ, анчах сӑнчӑрсене тыткӑнрисем ҫинчех хӑварчӗҫ. Вӑл хӑй тӗрлӗ кукӑр-макӑрсем ӳкерекен блокнотне хупса хучӗ те, кулса илсе, пухӑннӑ ҫынсене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Хӗллехи Микула умӗн ик кун малтан эпир Иван Бошнаковпа Босние кайрӑмӑр. Унӑн чӗри ҫунма тытӑнчӗ; вӑл чирӗ ҫинчен шухӑшламасть те ӗнтӗ. — Анчах ӑҫтан илеҫҫӗ ӑна? — терӗ амӑшӗ тарӑхса. Шӑпа вӗсене чатӑртан та, туземец ҫуртӗнчен те шанчӑклӑрах хӳтлӗхе илсе ҫитерчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ӗмӗр вилмесӗр пурӑнасси ҫинчен пӗлнӗ пулсан, эпӗ чи малтан пуйма тӑрӑшнӑ пулӑттӑм. Ун шывӗ тимӗр тутӑхӗпе хӗрелнӗччӗ. Ӑна ҫӗнӗрен шыраса тупма йывӑрах мар. Ҫав хушӑрах тата тепӗр лампа кӗленчи ӳкрӗ те, вӑл та сӳнчӗ. — Ҫыхас ӑна! Ҫак кичем ӗҫе туман та пулӗччӗ-и тен вӑл, анчах ҫакна тума унӑн ырӑ кӑмӑлӗ хӗтӗртет. — Ӑҫта-ха вара вӑл? Картсем начар чухне яланах козырьтан ҫӳре! — виртлешӳллӗн канаш панӑ ӑна Маякин. — Калаҫрӑн эсӗ, калаҫрӑн, анчах вӑл килчӗ те пӗтӗмпех шӑлса тӑкрӗ! — Кухньӑра Ольгунька Орлов хӑй ҫине патока тӑкса янӑ. — Чӑнах та-и? Вӗсем хулана хӑҫан пырса кӗнине никам та ас тумасть. — Эх, ача, — терӗ вӑл, ман ҫине пӑхса, йывӑррӑн сывласа илсе. Анчах ҫав хушӑра ытарма ҫук хитре хӗр, тутар хӗрарӑмӗ еннелле ҫаврӑнчӗ те, канӑҫсӑррӑн: «А анне? Эс ӑна кайса патӑн-и?» тесе ыйтрӗ. Огнянов окопсем тӑрӑх уткаласа пӑшӑрханса ҫӳрерӗ. Хуллен-хулленех сӑмах-юмах вӗҫленчӗ: пӗчек таркӑнсен куҫӗсем хупӑнма пуҫларӗҫ, вӗсене ыйхӑ пусса пычӗ. А эсир хӑвӑр кам пултӑр-ха? — ыйту пачӗ вӑл. Ҫавӑнпа эсир пуҫӑра мӗн пырса кӗрет, ҫавна тӑватӑр, Мускав вара — инҫе, Мускав эсир кунта мӗн хӑтланнине пӗлмест… Ку вӗсен юратнӑ вырӑнӗ вӗт. Ҫав ҫуртсенчен пӗри хӑйне ӑраснах астутарса пӑхтарать, — вӑл лаптак ҫийлӗ, шӑл пек тӑракан брустверсемлӗ пысӑк ҫурт; ӑна виҫӗ енчен те симӗс вӑрман хупӑрласа тӑрать. Хӑй, власть тӗпренех улшӑнасса, чуна килентерекен юнлӑ тавӑру вӑхӑчӗ ҫитессе чӗререн савӑнса кӗтекенскер, тӗтӗм кӑларса тултарнӑ сывлӑша тӗрӗс тӑрса юлнӑ хӑрах сӑмси ҫунаттине карӑнтара-карӑнтара, лӑкӑрт та лӑкӑрт сывлать. Темле палӑри-палӑрми, питӗ ачаш ҫыхӑну-хутӑшу? — Эпӗ ҫакна каласшӑн: эпӗ асӑннӑ ҫын вӑл чӑтлӑхра пытанса ларнӑ та унтан пуля янӑ, ҫав пуля вара ҫамрӑк Пойндекстере вӗлернӗ. Колумба экспедици хатӗрлеме ҫӑмӑл пулман. Кӗнекесене библиотекӑна леҫсе пар. Малтисем иккӗшӗ пирӗн ҫине пырса тӗкӗнчӗҫ… пирӗн борта пырса ҫапӑнчӗҫ, вара эпир — чӑл-пар! сирпӗнсе кайрӑмӑр… Артур, эсӗ маншӑн ывӑл… ывӑлӑм вырӑннех пулатӑн. «Йӗкӗтӗм, — терӗ вӑл, сасси ун калама ҫук хурланчӑклӑн илтӗнчӗ, — йӗкӗтӗм, тупса пар мана амаҫури аннене! Пӗр-пӗринпе ытла та ансат калаҫасси вӗсен тепӗр чухне йывӑр сӑмахсем каласси патнех ҫитет, анчах йывӑр пек туйӑнакан сӑмахсем каланинче те пӗрне-пӗри кӳрентересрен шикленни палӑрать. Ҫук, мучи, артист пулма юрӑхлӑ мар эсӗ! Кӗнекеҫӗ те мана ҫавӑн пекех тӗреклӗн тӑнӑ пек туйӑнатчӗ, анчах ҫакӑ мана питех кӑмӑла каймастчӗ; Анчах эпӗ шухӑшлатӑп: — Вилем — мӗнле хурланмалла та йӗрӗнмелле вӑл. Ҫамрӑк мексиканкӑна лассона лайӑх тыткалама пӗлекен, кирек мӗнле тискер мустанга та йӑвашлатма пултаракан хӗр тесе шутланӑ, хӑйӗн чарусӑр шухӑшӗсене ҫеҫ чарма пултарайман имӗш вӑл. — Ӳкерсен — каллех тӑрататӑп, сӑвасса мӗн ҫӗнтериччен, юлашки тумлам сӗт юлмиччен сӑватӑп. Вӑхӑт нумай ӗнтӗ, манӑн Артурпа калаҫмаллисем пур. Олейник вӗчӗрхенни халь те-ха иртмерӗ: вӑл час-часах Ярцев ҫине шӑтарас пек пӑха-пӑха илчӗ, ҫӳхе тутине чӗтреткелерӗ. Эпӗ пӗлсе ҫитрӗм ӗнтӗ: пӑсӑлман хӗр ӑна яланах кураймасть. — Асанне, ҫӑкӑр, — терӗ ача, — эпӗ иртенпе нимӗн те ҫимен, выҫса вилетӗп. «Ҫавӑн чухлӗ вилӗмпе, ҫавӑн чухлӗ асаппа танлаштарсан мӗне тӑрать-ха ӗнтӗ ман пек ниме юрӑхсӑр ӑман вилни, асапланни?» Эпӗ пӗчӗккӗ-ха, мана тивме, чӗпӗтме юрамасть, санӑн «Камчадалка» ятлӑ романа, иккӗмӗш пайне вуласа пӑхас пулатчӗ, вара тин каламаллаччӗ! Акӑ мӗнле халап сарнӑ вӗсем. Анархи ирӗклӗх тесе ҫирӗплетесшӗн, ҫук, анархи — анархишӗн ҫеҫ ҫунать. Хӑйшӗн кӗлтумарӗ. Йӗкӗтсемпе хӗрсем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса тенӗ пек, пӑрахса паракан ҫимӗҫсене хӑйсен хутаҫҫисемпе яра-яра тытаҫҫӗ. Ҫак магнитсем утрава хӑйсем патне туртса илеймесен, утравӑн алмазлӑ тӗпне пысӑк хӗрӳпе те пулин сиенлес тесе, хулари ҫынсем часах тивсе вӑйлӑ ҫунакан япаласене нумай хатӗрленӗ. — Эпӗ хам та тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Пуҫӗ ӑҫта? Акӑ ӗнтӗ вӑл лӑпкӑнах, савӑннӑ пекех калать: — Лайӑх ҫынсем те ҫав пирӗн пир-авӑр тӗртекенсем! Тихон, сӗтел айнелле пӑхса, унпа килӗшрӗ: — Ӑнланма — йывӑр. Ура ҫине тӑнӑ Денни, унӑн умӗнче, ӳсӗр ҫын пек сулкаланнӑ. — Тархасшӑн кулма чарӑнӑр, — тесе чарчӗ ӑна Монтанелли, — тата ҫакна калӑр: ҫавсене пурне те эсир ӑҫтан пӗлетӗр? * * * Зеб Стумп малтан та пуҫсӑр юланут йӗрӗпе кайма шутланӑ-мӗн. Базаров пуҫне стена ҫумне тӗксе выртать. — Гут, гут, — тинех лӑпланнӑ пек пулса, комендант сӑмахне тӑрӑшсах ҫирӗплетрӗ Ерофей Кузьмич. Лерех юлчӗҫ, ҫурта хураллаҫҫӗ… Сирӗншӗн, мустанг тытакансемшӗн, лаша кирлех ӗнтӗ, анчах упа, пӑлан е хир кӑркки аҫине тытма каятӑр пулсан, лашапа эсир вӗсене хӑратса, тартса пӗтерме ҫеҫ пултаратӑр. Ҫутҫанталӑкра та вӑл укҫа тупасшӑн кӑна пурӑннӑ, ҫав кӑна ӑна хӗпӗртеттернӗ, мухтантарнӑ. — Эсӗ йӑлтах аташса кайрӑн, Фелим. Енчен санӑн хӑвна ху тытасси ҫирӗп пулнӑ пулсан, эсӗ лайӑх вӗреннӗ пулӑттӑн. — Кӑла, кӑла! Анчах ун патне ҫывхарса пынӑ майӑн унӑн ҫавра форми палӑрма тытӑнать: варри хӑпарса тухнӑ пек, хӗррисем каялла чакнӑ пек туйӑнаҫҫӗ. Хӗрӗх ҫын шпал хурса пырать. Ҫӗнӗ ҫӑпата сырнӑ хӗрлӗ сухаллӑ хресчен кресла ҫуна ҫинчен, васкамасӑр, вутӑ тӑрӑхӗсене иле-иле ҫул ҫине пӑрахать. Нимӗн те ҫылӑх пулмасть. Пӗр минут хушши пурте аптӑраса тӑчӗҫ. Ытти ҫынсенчен уйрӑларах тӑракан «художникӗн куҫӗ» халӗ тинкеререх те тӳрремӗн пӑхнӑ пек туйӑнчӗ мана. Ҫак вӑхӑтра Елена хӑйӗн икӗ юлташне сӗтел йӗри-тавра саксем лартса тухнӑ беседкӑна илсе кайрӗ. Борщевсӑр пуҫне чухӑнсенчен тата икӗ ҫын пулчӗҫ: пӗри — ҫӳллӗ те куҫхаршисӗр казак Атаманчуков Василий, яланах чӗнмесӗр ҫӳрекенскер, чӑх ҫӑмарти пек яп-яка пуҫлӑ, ҫӳҫ-сухалне нимӗн хӑварми хырса янӑскер; тепри — Хопров Никита, гварди батарейинче пулнӑ артиллерист; вӑл ҫар службинче Подтелковпа пӗрле пулнӑ, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче службӑран яланах пӑрӑнса ҫӳренӗ, ҫапах та 1919 ҫулта ӑнсӑртран калмӑк Аштымов полковникӗн карательнӑй отрядне службӑна лекнӗ. Ҫакӑ ӗнтӗ Хопровӑн совет влаҫӗ вӑхӑтӗнчи малашнехи кун-ҫулне хӑйне майлӑ ҫул-йӗрпе кайма пулӑшнӑ. — Ним именсе тӑмасӑрах хампа паллаштаратӑп, — терӗ вӑл, пит-куҫне ҫутатса, — ман хушаматӑм Шубин, эпӗ ҫак ҫыннӑн тусӗ. — Урӑхла пулма та пултарайман, — терӗ Джон Мангльс. — Шыв айӗнче мӗн чухлӗ риф, тинӗсӗ епле ахӑрашать, вӗсем, ухмаха персе, тӗттӗм пулин те ялик ҫине ларса кайнӑ. Унтан вара шурӑ гетрлӑ, ҫыхса тунӑ жилет тӑхӑннӑ питӗ хӳхӗм те кӑмӑллӑ Гришка Фабер — Мускаври драма театрӗн артисчӗ пырса кӗчӗ. Ҫынсем, ответ тытассинчен пӑрӑнса тата ҫак таҫтан «халерла машинкӑна» хаярланса сиксе тухнӑ, пӗр чарӑнмасӑр перекен ҫынтан хӑраса, ҫаран ҫинчен тӗрле еннелле тарса пӗтрӗҫ. Сивӗ ҫил тӗтре хӑваласа карӑнтарчӗ, нӳрлӗ пӗлӗтре хунарсем сапаланакан хӗрлӗрех ҫиҫкӗнӳсемпе силленеҫҫӗ. Вӗсен хӗвел ҫути ӳкнипе ҫуталса тӑракан тӳписем, пӗрисем — ҫырӑскерсем, теприсем куҫа йӑмӑхтаракан шурӑ юрпа витӗннӗскерсем, пӗлӗтсен ӑшнех шӑтара-шӑтара кӗнӗ. Эпӗ ӑна пӑхкаларӑм та акӑ мӗн асӑрхарӑм: ҫӗррин шал енче вӗтӗ саспаллисемпе Мери ятне ҫырнӑ, юнашарах тата ҫав стакана илсе панӑ паллӑран та паллӑ кунӑн числине кӑтартнӑ. Ҫурта тикӗс ҫуннӑ пекех, тикӗс ӗҫлесе пурӑнать. Том пӗтӗм чултан ҫав шухӑша ырларӗ. Вӑл, тусен тайлӑмӗсене хӗре панӑ пек, аллисене ик еннелле сарса ячӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑнах Алексей пичӗпе минтер ҫине тӑрӑнса, пӗтӗм кӗлеткипе силлене-силлене чӗтренсе, пӗр сассӑр макӑрма тапратрӗ. — Ҫапла. Эпӗ те пӗлместӗп. — Эс пире ӑнланмарӑн, аннеҫӗм! — терӗ Павел хуллен те ачашшӑн. Ҫамрӑк учительницӑ пуҫне усрӗ. Ӑна мӗнле май ҫавӑрса тытсан та, пуҫхӗрлӗ пулсан та, йӗппи сиккеленсех тӑрать, пӗр пуҫӗпе, якорь енӗпе, ҫурҫӗр енне кӑтартать. Мӗн тунӑ-ха эпӗ вӗсен чунӗ ҫумне хам чунӑмпа, вӗсен Эпӗ тени ҫумне хам Эпӗ тенипе сӗртӗнсе пӑхас тӗлӗшпе? — Эсир хӗҫсемпех пӗр-пӗринпе ҫапӑҫма шухӑш тытнӑ тенине илтсен, хӑраса вилсех кайрӑм ҫав эпӗ. Эпӗ хам айӑплӑ марри ҫинчен, вӑл мана хӑй тарӑхтарса ҫитерни ҫинчен калама пуҫлатӑп. Ҫанталӑк тӳсме ҫук начар. Ҫак шӑтӑксенчи тӑп-тӑварлӑ тӑпра шӑнӑрлӑ сарӑ мрамор пек туйӑнать. Гаврила, темӗнле, макӑрнӑ пек кулма пуҫларӗ. Сире вӑл кансӗрлеместчӗ-и? Кралич каялла ҫаврӑнса пӑхмасӑр тарчӗ. Ҫакна кура эпир Стапи ялне ҫитнӗ хыҫҫӑн тепӗр куннех ҫула тухса кайма хатӗрленме пуҫларӑмӑр. Кирила Петрович, унпа калаҫма чарӑнса, сӗтел тепӗр вӗҫӗнче учительпе юнашар ларакан, пуҫласа хӑнана пынӑ ҫӗнӗ исправнике сӑмах хушрӗ. — Тапса кӑларӑр ҫав шӑхличе! Эс, ырӑ тусӑм, ҫакна ӑнлан: вӑл ӗлӗк вӑрманти ват хурӑн пек пулнӑ, ун ҫине нихӑш енчен те ҫил тивмен, халь, ав, каснӑ вӑрманти хӑрӑк тунката пек юлчӗ, пӗртен-пӗр савӑнӑҫӗ те халь ун — ҫав чӑх кӑна… Халь хӑҫан та пулин пирӗн пата пыр. — Анна Сергеевнӑсем ҫав тери ырӑ пулчӗҫ… — пуҫларӗ Василий Иванович. Анчах вӗсем Пясина патне ҫитни-ҫитменнине пӗлейместӗмччӗ-ха эпӗ. Ӑна шыв илсе лартнӑ слободан пӗр урамне антарса хӑварса, эпӗ Ярмарка витӗр Стрелкӑпа тавӑрӑнатӑп, кимме кӑкаратӑп та, кимӗ ҫине ларса, икӗ шыв пӗрлешнӗ ҫӗрелле, хуланалла, пароходсене тата пӗлӗтелле пӑхса ларатӑп. Тем пысӑкӑш кайӑкӑн сарӑлса тӑракан ҫуначӗ пек пӗлӗт пӗтӗмпех шурӑ пӗлӗт татӑккисенчен тӑрать. Корытов, хӗрарӑм подноса ҫыру сӗтелӗн хӗррине ларттӑр тесе, ӑна аллипе сулчӗ те, калаҫма чарӑнмасӑрах, хӑна валли те каҫхи апат ыйтнине пӗлтерсе, икӗ пӳрнине кӑтартрӗ. Ну, мӗскер сӗкӗнтӗм эпӗ… чӑннипе те? Ҫук, хӗвелӗмҫӗм, эсӗ хӑвна ан айӑпласам… Ҫӗнӗ сӑмах, — асӑрхаттарчӗ ҫурма сасӑпа Базаров. — Анчах санӑн нимӗншӗн те вӗриленмелле мар, мана ку йӑлтах пурпӗрех вӗт. Тапкаланма та памӑпӑр. Кала-ха, старик, ӑна сыватма пулать-и? — Атьӑр, апат ҫиер! Малалла! Наукӑсем тӗлӗшпе мӗнлереххине пӗлеймӗп те, анчах ачи пырать пекчӗ, аванскерех. Хӑвӑртрах тӑвалла чупӑр! — терӗ Рада, хӑранипе йӑлт сӑнран улшӑнса. Ҫӗнӗ пурӑнӑҫа часах хӑнӑхса ҫитессе шанатӑп. — Апла мӗншӗн-ха мана хӑратма леш тӗнчерен килтӗн? Ҫук, ҫук, пулма пултараймасть, — хушса хучӗ вӑл, пӑртак шухӑшласа илсе. — Савнӑ ҫыннӑм, эс кам иккенне те, кунта мӗнле килсе кӗнине те пӗлместӗп, — терӗ вӑл, палламан ҫынна хӗрхенерех пӑхса, — анчах, хам ҫӗр ҫула ҫити пурӑнсан та, ҫакӑншӑн сана тав туса пӗтерес ҫук. — Суятӑн, илетӗн, йӗксӗк! — илессе шансах каларӗ Челкаш, унтан вӑл, унӑн пуҫне вӑйпах ҫӳҫӗнчен туртса ҫӗклесе, укҫисене пичӗ умне тӗртрӗ. Путакан карап енчен чӑнахах та йытӑ вӗрнӗ сасӑ илтӗнчӗ. — Анчах эпӗ чӗрӗ чухне термитсене купипех таптаса тӑкатӑп!.. Ҫак ҫӗнӗ хыпар Павела темле тӗлӗнтерсе ячӗ. Павел унӑн хӑватлӑ сывлӑшне туя пуҫлать. Павелӑн куҫӗсем ӑшшӑн ҫутӑлса кайнине кура ӗшеннӗ Берсенев шӑппӑн кулса илет. Ҫиллипе ҫапла ӑсатса ячӗ вара Троекуров хӑйӗн хӑнисене. Кӗҫех пӗтӗм пӳлӗм кӑвакрах тӗтӗм пӗлӗчӗсемпе пулчӗ, чӗлӗм хӑйӑлтатма, вӗри табак сиккелеме пуҫларӗ, ҫӑвар ӑшчикӗ йӳҫӗхсе кайрӗ, пуҫ та кӑштах ҫаврӑнчӗ. Шӑпах ҫав вӑхӑтра чиркӗве жандармсемпе полицейскисем пырса кӗчӗҫ. Мӗн пулчӗ вара сана, Том? Унтан революци пуҫланнӑ, вара иккӗмӗш хваттерӗнче те пӗр пӳлӗм кӑна юлнӑ, ҫав пӳлӗмре пурӑнать те вӑл халь. — Монсеньор, эпӗ сирӗн хыҫҫӑн ӑна хупса хӑварма шутланӑччӗ, — терӗ Гальмало. — Ун чухне вара кӑваккисем никама тупайман, нимӗн те ӑнланса илеймен пулӗччӗҫ: эсир тӗтӗм сирӗлнӗ пекех ҫухалнӑ пулӑттӑр. Эсир, хай, паллах ӗнтӗ, ҫав экспедиципе питех те сахал мар ӗҫленӗ. — Эй, пулӑҫӑ! Час-часах ӗҫкелетӗн-и эсӗ? — калама пуҫларӗ вӑл, анчах ҫав вӑхӑтрах пулӑҫӑ ун еннелле хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те: — Итле-ха, чӗчӗ пӑрушӗ. Эпӗ сире чӑннине калама тивӗҫлӗ, сирӗн, Мери мисс, хӑвӑра алла илес пулать, мӗншӗн тесен ку чӑнлӑх ырӑ мар, ӑна итлеме йывӑр, анчах нимӗн те тӑваймӑн. Пурин те вӗсен килӗсенче ҫемьисем пур. Тата тепӗр адвокат та пырса ҫитнӗ. — Тухтӑрӗ — ӗҫке ернӗ ҫын пулнӑ-и-мӗн? Иван Иванович хренпа хатӗрленӗ пулла питӗ кӑмӑлларӗ. Пуф, сывлӑшран ҫакӑннӑ ҫурт кӑна, тӑрасса та вӑл «кирлӗ мар» текен ик кӗске сӑмах ҫинче те мар-ха, ҫав сӑмахсене ҫынсем темшӗн халиччен каламанни ҫинче ҫех никӗсленсе тӑрать. Малтанах ҫапла пуҫланчӗ-ҫке, пӗтӗмпех хамӑрӑн тума лекрӗ. Давыдов ҫаврӑнӑҫусӑр пуҫ тайрӗ. — Эсир тӑвакан ӗҫе эпӗ ырлатӑп. Хирӗҫ сӑмах ҫук-и? — Ача чухне вӑл мана вылямаллисем илсе панӑ магазинсем ҫине, вӑл сывӑ чухне эпӗ унпа уҫӑлса ҫӳренӗ тинӗс ҫыранӗсем ҫине пӑхма пултараймастӑп эпӗ. Сӑн-пичӗ те, куҫӗсем те унӑн паҫӑр урӑхла пулнӑ, халӗ ав — ҫав ҫынах нимӗн шеллемесӗр, хӗрхенӳсӗр пӑхнӑ, пичӗ ҫинче, сӑмса ҫунаттисем патнерех, темӗнле шӑнӑрсем чӗтренсе тӑнӑ. — Нихӑҫан та курман, сэр, — тесе ответлерӗ Морган, унтан пуҫне тайрӗ. Ӗҫӗ пачах урӑххинче. Ку сӑмахсене вӑл эпир ӗнер ҫеҫ уйрӑлнӑ пек каларӗ. Дик каялла таврӑнсан, виҫҫӗшӗ те кӑкшӑма черетлӗ тытса пӗри телейшӗн, тепри «старик Флинтшӗн» ӗҫрӗҫ, Сильвер юрласа та ячӗ: Тупас мул ҫилӗшӗн, ӑнӑҫлӑх ҫилӗшӗн! — Ку вӗт пачах Мими вӗрентнӗ пек мар: вӑл мазуркӑна пурте чӗрне вӗҫҫӗн, юхӑнса, урасене ункӑлатса сара-сара пусса ташлаҫҫӗ, тесе вӗрентетчӗ; кусем апла мар ташлаҫҫӗ иккен. Ҫак сӑмахсене каласан, Исидора йӗнер ҫинчен сиксе аннӑ та алӑк патнелле утнӑ. Хайхи икӗ офицер штабра ӗҫленине вӑл ҫийӗнчех, курсанах чухласа илчӗ. Анчах хӗвеланӑҫ енчи туннелре пирӗн телей ытларах пулӗ-и тен? Таҫтан, тавар куписем хыҫӗнчен, тӗксӗм-симӗс тумтирлӗ, тусанланнӑ, ҫар ҫыннилле тӳрӗ шӑмшаклӑ таможня хуралҫи сиксе тухрӗ. Малтанах эпӗ йӑмрасем, тростниксем тата хам палламан, темӗнле йывӑҫсем ӳсекен шурлӑха лекрӗм. — Тумлан, — хушрӗ Разметнов. Вӑл вӗтлӗх тӗмисем патне чупса ҫитесси пӗр пилӗк чалӑша яхӑн юлсан, милиционер чӗркуҫленсе тӑнӑ та винтовкине ҫӗклесе иккӗмӗш хут персе янӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗш хутӗнче Дымока вилмеллех персе ӳкернӗ. — Олеся! Вӑл матроса пӗр сӑмах та каласа памарӗ. Ҫак аптрамалла музыка ҫинчен ирпе Гленарвана каласа парӑп тесе, вӑл палаткӑна йӑраланса кӗчӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ. — Халех пыратӑп, — терӗ хӗр, — эсӗ кай, тӑванӑм, пӗчченех кай; эп халех пыратӑп. Вексельпе те ӗнтӗ ӑна ӗлӗкхи пек хавассӑн пами пулнӑ, — Фома ҫакна та часах туйма пуҫланӑ. Анчах мачтӑсене ҫирӗплетме фордунӑсемпе вантсене туртса карӑнтарма хушрӗ: рангоутсене ҫухатсан, «Пилигрим» пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкӗ. Егорушка, апат хыҫҫӑн пушшех те вӑйлӑ сисӗнекен шӑрӑхпа антӑхса, хӑях патне чупса кайрӗ те тавралӑха ҫавӑнтан пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Ӗҫ ҫине куҫ, юратнӑ ҫыннӑм, — терӗ капитан, ун сӑмахне пӳлсе. Ҫапах та шуйттан сӳпӗлтийӗ выртнӑ ҫӗрте те пуҫа минретет: «Тӑшмансем мана персен, пуля ман ҫамкана лексен, — тет, — эпӗ йӑванса кайрӑм та тӑна ҫухатнӑ, Макар вара ҫавӑнтах лампа сӳнтерчӗ те чӳречерен сиксе таҫта тарса пытанчӗ. Чи малтан ман куҫа унӑн тенкел ҫинче выртакан ҫутӑ кӑвак платйи, йӑлтах юнпа вараланса пӗтнӗскер, курӑнса кайрӗ. Ҫапах та самантран пурне те пире пӗр япала хӗрӳллӗн кӑтӑкласа кайрӗ: мӗн пулӗ? — Ку — ӑслӑ шухӑш, — килӗшрӗ шӑллӗ. Кит курнипе пӗтӗм команда питех те савӑнса ӳкни паллӑ ӗнтӗ. Кам хӑлатӑн персе амантнӑ ҫунатне сиплесе сыватать, вӑл унӑн чӗрнисемшӗн ответ тытать. Старик хӑй айӑплӑ пулнине туйса илчӗ. Пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленмесен, ҫынсем хӑшпӗр чухне ытлашши асӑрхаса та юлаймаҫҫӗ — Хӗвел ҫути кӑшт вӑйсӑрланать кӑна. Турӑшӑн та, ӗненместӗр-и? Кресла хыҫӗ ҫумне хӗсӗнсе, вӑл мана ҫаврака куҫсемпе пӑхса ларатчӗ, малтан ҫиленсе, кайран тӗлӗнсе, йӑл кулса пӑхрӗ. Дионисий теҫҫӗ… Фома, тенкел хыҫӗ ҫине тӗршӗнсе, пуҫне усса ларнӑ. Бойчо ҫав ҫыруран татса ҫурса илнӗ иккен, унта «Рада» тесе кӑранташпа алӑ пусни те пур. Борька Переходова манса кайрӑн-и?.. Ха! — тарӑхса кайнӑ Ерофей Кузьмич. Хӑй хальтерех ҫеҫ ҫӑлнӑ ҫынӗ хӑйне юри ҫилленнӗ пек пулса, кӑшкӑрса, туяпа хӗнесен тин ҫеҫ йытӑ пӑрӑнса, пӑрахса кайнӑ. — Калаҫасса та, никам пек те мар, хӑйне манир калаҫать… илемлӗ тата, господи! Ҫакӑнта вара шалтах тӗлӗнсе кайса, ҫынсем хӑйсене хӑйсем нумай-нумай аппаланусемпе профессисене панине пӗрремӗш хут куҫӗ умне пӗтӗмӗшлӗн кӑларса тӑратать. Унтан тепӗр ҫавӑн пекех пӗчӗк пӑрахут иртсе кайрӗ, вӑл «Каманин» ятлӑччӗ, Каманин та пулаймарӑн, тесе шухӑшласа илтӗм. — Мана ҫавӑн пек право тӗрӗслӗх хӑй пачӗ, — тет татах сунарҫӑ, пӑшалне тытса. Пуҫ арпашӑнса кайичченех шухӑшларӑм, пурпӗр инкекрен хӑтӑлма нимӗнле май та тупаймарӑм. — Чип-чипер вӑлтанах, пулӑ тытаканнинех ҫаклатрӗҫ. «Романри пек! — шухӑшларӗ вӑл. Темӗнле питӗ палланӑ генерал-лейтенант машинӑран тухрӗ те, инҫетренех аллисене саркаласа, Воропаева хирӗҫ утрӗ. Фома, ашшӗ ҫине пӑхса илнӗ те, анлӑн кулса янӑ. Иван Иванович та, Иван Никифорович та тарласа чӑм шыва ӳкрӗҫ. Техасри влаҫсене ӑна хирӗҫ тӑма лайӑх мар пек туйӑннӑ та, ӑна вара пропуск панӑ. Ҫакӑн пек ытарайми вӗттӗн касса тунӑ ҫулҫӑсемпе курӑк тунисене нимӗнле ӑста ҫын алли те ӳкерес ҫук. Сирӗн хӑвӑра витӗрех сывлӑшпа ҫаптарас, кашни клеткӑна уҫӑ сывлӑшпа ҫӑвас пулать. Рубкӑран Гусев тухрӗ, юнашар пырса тӑчӗ. Мобилизациленнисен речӗсем умӗнчен иртнӗ чухне вӑл, куҫӗсене йӗрӗнчӗклӗн хӗссе, тутисене ҫырткаласа пычӗ. Вӑл арӑмӗн сӑмахне илтмен те… Король мана акӑлчансен укҫипе хисеплесен икӗ ҫӗр фунта яхӑн тӑракан кучченеҫ пачӗ, мана хӳтӗлекен ӑслӑ ҫынран та, королӗн ҫывӑх тӑванӗнчен те эпӗ ҫакӑн чухлех кучченеҫ илтӗм. Кунсӑр пуҫне мана вӑл король столицинче — Лагадо хулинче пурӑнакан хӑйӗн тусӗпе паллашмашкӑн уйрӑм ҫыру ҫырса пачӗ. Мӗнлине илме кӑмӑллатӑр — иконӑсем пурте пур, тӗрлӗрен хаклисем, чи лайӑх ӗҫленӗскерсем, тӗксӗм сӑрлисем! Хӑш-пӗрисем, истори чӑнлӑхне пӑсса, халӑх кӑмӑлӗ вӑл ҫӑпата сыракансен кӑна ҫӗкленнӗ тесе, кӑлӑхах сӳпӗлтетме хӑтланчӗҫ. Елена тинех хӑй Инсаровпа сехет ытла калаҫманни ҫинчен аса илчӗ. Эпӗ пӗчченех кайрӑм та, Мерине тӗл пулса, ӑна мазурка ташлама чӗнтӗм. Вӑл Андрей умне пырса тӑчӗ, ӑна хулпуҫҫинчен вӑрт ҫеҫ ҫавӑрса тӑратрӗ. Пурте паллӑ, ӑнланмалла пек пулчӗ ӗнтӗ: Носков ӑна ятарласах, ҫаратасшӑн пулсах тапӑннӑ, Яков ӑна персе ячӗ, анчах кайран темле пӑлханмалла, пӑтравлӑ, усал тӗлӗк пек япала пуҫланчӗ. Вӑл каласа кӑтартнине илтсен, Зеб Стумп пит хумханса кайнӑ. Луиза тата ӑна: «Ман шӑллӑма Морис вӗлернӗ пек шутлаҫҫӗ» тесе каласассӑн, Зеб Стумп ним майсӑр тарӑхса, ҫилленсе кайнӑ. Ытла тунсӑхласа ҫитни унӑн чӗрине ыраттарчӗ те вӑл йӗрсе ячӗ. Даннекерӑн Ариаднине кӗрсе курчӗ, вӑл ӑна питех килӗшмерӗ, Гёте ҫуртне ҫитрӗ, калас пулать, Гётенне вӑл пӗр «Вертерне» ҫеҫ вуланӑ пулнӑ, ӑна та французла куҫарнине ҫеҫ; — Гаррис мистер, — терӗ Уэлдон миссис, — пирӗн, телее, апат-ҫимӗҫ ытлашшипех, сире валли те ҫитет. Эпӗ ҫын ҫӳремен, курӑк ӳссе ларнӑ ҫул тӑрӑх тинкерсе пӑхса малалла утатӑп. — Нихҫан та эпӗ ун пеккине курман, мистер Морис. — Лар. Ку ахаль иртсе кайма пултараймасть. Чӑн малтан ку, хӑть мӗнле пулсан та, сирӗн кӑмӑлӑра пӑтратать: лагерьпе хула пурнӑҫӗ темӗнле пӑтрашӑнса хутшӑнса кайни, илемлӗ хулапа вараланчӑк бивуак пӗрлешни илемсӗр кӑна мар, йӗрӗнмелле йӗркесӗрлӗх пек туйӑнса каять; пурте хӑраса ӳкнӗ пек, хыпаланса ҫӳренӗ пек, нимӗн тума пӗлмен пек туйӑнать. Палламан сын пичӗ ҫинче вӗсене шеллени палӑрчӗ. Океан еннелле ҫаврӑнса, вӑл ӑҫта та пулсан карап курӑнмасть-ши тенӗн пӑхкаларӗ. Акӑ эпӗ Зинаидӑна тӑшмансен аллинчен ҫӑлатӑп; акӑ эпӗ, йӑлт юнӑмпа вараланса пӗтнӗскер, ӑна тӗттӗм тӗрмерен хӑтарса кӑларатӑп та ун ури умӗнче вилетӗп. Ҫакӑн хыҫҫӑн король утрав ҫинчен хулана темиҫе кантра антарма хушнӑ. Ун ҫине «Вальдек» тесе ҫырнӑ. Марья Васильевна вилсенех эпӗ ӗҫлеме тытӑнтӑм. Анчах вӑл ҫапла кӑшкӑрнине илтрӗм те, алӑсем лӑштӑрах усӑнчӗҫ, кӗсменсем аран-аран ҫӗкленекен пулчӗҫ. Хам мӗн тума шухӑшлани савӑнтарать-ши мана халӗ, савӑнтармасть-ши. Итлӗр мана, карчӑка: уйрӑм ҫурт ыйтӑр. Атте-священник — мана тек йышӑнмарӗ. Йӗри-тавра шӑплӑх тӑрать. — Апла пулсан, хутора унпа килӗр. Теприсем пурӗ те винтпа, штоспа та ландскнехтпа кӑна пурӑннӑ: хӑшпӗрисем тӗрӗссӗн выляман, — кун пирки пурте пӗлнӗ, анчах ун ҫине пӳрне витӗр ҫех пӑхнӑ. Атӑсӑр ҫӑмӑлрах тетӗп… Каланӑ вӑхӑта пӗр ҫын та пыман. — Вӗсем тем те ҫырӗҫ, Аким! Катя вилни ҫинчен илтсен, Елена чылайччен хуйхӑрса пураннӑ, каҫсенче ҫывӑрса кайма пултарайман. Эпӗ вӗсем патне пырса сывлӑх сунтӑм та вӗсемпе юнашар лартӑм. Мӗншӗн-ха вӑл ҫав тери кӗтмен ҫӗртен тухса кайнӑ? — Акӑлчан улпучӗсем кӳпӗниччен ҫисе пурӑнччӑр тесе ача ҫуратассине хирӗҫ туха-туха калаҫ, — ӑна тума пулать. Тыткӑнри ҫынсем тата майӗпенрех лӑкӑштатаҫҫӗ. Эсир нихӑҫан та унпа хирӗҫ пулас ҫук тесе, мана сӑмах парӑр, ахалӗн эсир ҫак вырӑнтан каяймӑр. Тем курса лармалла ӗнте пирӗн ҫак пачах ҫӗнӗ ют тӗнчере?.. Халӑх кӑмӑлӗ хӗрсе ҫӗкленсе пычӗ, усал Голоса — пӗтӗм инкекшӗн пӗртен пӗр вӑл кӑна айӑплӑ пулнӑскере — граф илсе килме хушнӑ чух халӑх ҫилли шӑп кӑна тулса ҫитрӗ. Чӳречерен ҫӑмламас аллине кӑларса, пекарь хӗрӗн урисене хыпашлать, лешӗ хӑйне тӗрӗсленине ни ӑшшӑн мар, ни сиввӗн мар, кулмасӑр-тумасӑр, сурӑх, куҫӗсем пек куҫӗсене мӑчлаттарса йышӑнать. Такам кунталла килет! Айртон ҫаплах хӑйне нимӗн пулман пекех тытать, вӑл пӗр сӑмах та чӗнмест. Эпӗ куратӑп: тӗллӗн-тӗллӗн йӗрсем пӗр-пӗрин ҫинеллех пыра-пыра кӗреҫҫӗ. Юланутсем пӗр-пӗрин ҫумне ҫывӑх пулнӑ пулмалла, анчах лашисен тӑрас килмен те, вӗсем пӗр вырӑнта тӑпӑртатса тӑнӑ. — Начальник сирӗн патӑрта ӑҫта пурӑнать? — ыйтрӗ вӑл. Виҫ-тӑватӑ минутранах чавакансем тупӑка ҫӳлелле туртса кӑларчӗҫ. Ҫакна пӗлсен, Том акӑ мӗн каларӗ: — Халӗ ӗнтӗ мӗн тумаллине пӗлетӗп. Аллӑма ҫыхӑ тытса больницӑран тухрӑм та, пӗр квартал чухлӗ иртсен, пӗр пукан ҫине лартӑм — начарччӗ ҫав-ха эпӗ. — Службӑна каятӑн-и? — ыйтрӗ Петр. Ман атте кивҫене кӗрсе пӗтнине тата укҫине эсӗ панисене эпӗ пӗлетӗп. Акӑ эп хваттер пирки килтӗм… — пуҫларӗ Оленин. — Ытти ӗҫе хутшӑнмастӑп! Винокур мӗнпур тӗшмӗшле йӑласене ӗненнӗ, уншӑн пулсан, сак ҫине анчах ларнӑ ҫынна хӑваласа яни пӗр-пӗр пысӑк инкек пуласса пӗлтернӗ. — Монсиньор Монтаннеллин, — терӗ ҫав саса, — эсир каланӑ ырӑ енсем пурте пур, хисеплӗ доктор. — Ҫук. Бензин пӗтрӗ. Эпӗ питӗ пӑшӑрхантӑм, ман вырӑнта кирек кам та ҫаплах пӑшӑрханнӑ пулӗччӗ. Ача чухне, паллах ӗнтӗ нумайӑшне асӑрхамастӑн, анчах каярахпа ман пуҫа час-часах Артур — Бертон мар текен шухӑш килсе кӗретчӗ. Печорин, Кавказ тӑвӗсен кӑвакарнӑ тӑррисем ҫине пӑхса, шухӑша кайрӗ, тухса каймашкӑн вӑл пачах та васкаман пек туйӑнчӗ. — Ман хамӑн та ӑна курмалла. Иккӗшне те вӗлеретӗн эсӗ вӗсене! Е пӗр-пӗр гостиницӑра, алӑка ҫӑраҫҫипе питӗрсе илсе, ун ҫине кулкаласа пӑхас килетчӗ. Августӑн, 14-мӗшӗ, эрнекун. Юланутҫӑсем лашисене кӑшкӑрмасӑр тата шӑхӑрса хӑваламасӑр ҫуран козаксем хыҫҫӑн тӑпӑртаттарчӗҫ, вара часах пурте тӗттӗмре курӑнми пулчӗҫ. Бен Роджерса шырама утрӗ вӑл, Бен чухӑнсем патне кайса ҫӳрет иккен, тӗн кӗнекисемпе тулли карҫинкка сӗтӗрет. Алексей аран ҫеҫ сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те малалла пӑхрӗ, анчах ҫавӑнтах куҫӗсене хупрӗ: ҫав тери хӑрушшӑн курӑнчӗ ӑна умри картина. Салли аппа тилӗрсе кайрӗ. — Шӑп ҫавӑ… — Динго, эсӗ ҫӑлтӑн-и пирӗн Дик тусӑмӑра, э? — Демка Ушаков, йӑл кулса тӑракан йӗкӗт аллинчен сенӗке туртса илчӗ те, эхлетсе ярса, пӗр купа утта пӗрех тирсе илчӗ, ӑна алӑ вӗҫҫӗн ҫӗклесе кайрӗ. — Чӑнах-и? Эпӗ пурӗ те сӑккӑрта ҫеҫ пулнӑ. Яланах ҫапла калаҫҫӗ, сӑмахран, акӑ, король тарсан. Вӗсен вӑйлӑ чӗнӗвӗ ҫумне электростанцин ҫинҫе те шрапнель сасси пек сивчӗ сасси хушӑнчӗ. Ку вӑл столицӑна сывлӑшран хӳтӗлесе тӑракан дивизири лётчик-истре6итель Павел Иванович Стручков пулнӑ. Ҫавнашкал пурнӑҫпа пӗр аллӑ ҫул пурӑнсан — ҫын вилет. — Вӗсем пирӗнтен хытӑрах, чылай хытӑрах шуса пыраҫҫӗ… Ну, ҫитет. Вӑл — паттӑр та айӑпсӑр чунлӑ ҫын. — Ӑна тытнӑшӑн укҫа памалла. Яла отряд ячӗҫ. Тускуб чӗнмест. — Печорин господин, — тесе хушса хучӗ вӑл, — пӗр картне илсе ҫӳлелле ывӑтӑр-ха. Килхушшисенчен пӗринче асфальт ҫине турех пӑрахнӑ тӗркесем ҫинче йывӑр аманнисем выртаҫҫӗ. Князь козаксене нихӑҫан та курман». Илмӗҫ-и? — Ҫимен! — Пӑрах, Андрей! — терӗ Павел. Хута Геркулес ҫырнӑ! Лешӗ ура ҫине тӑрать, нимӗн пулман пекех, тутине ҫул хӗрринчи шанса ларнӑ курӑк патнелле тӑсать. — Эсӗ хӑвна ирсӗрскер тетӗн-и-ха? — Гекльберри те нӑйкӑшма пуҫларӗ. Эсир паян кунӗпех ура ҫинче. Тепӗр чухне аялта залра йӑлӑхиччен чупса ҫӳретен те, чӗрне вӗҫҫӗн йӑпшӑнса хӑпарса, класс пӳлӗмне кӗретӗн, пӑхатӑн — Карл Иваныч унта пӗчченех, вӑл кресло ҫине ларнӑ та лӑпкӑ-танлӑ сӑнпа хӑйӗн юратнӑ кӗнекинчен пӗрне вулать. Мӗнле-ха капла? Его величество хӑйӗн витисенче сайра хутра ҫеҫ ултҫӗр лашаран ытла тытать. Течь — авалхилле каласан, — килес тени пулать. Ӑна амӑшӗ ачашлани иментерчӗ, унӑн куҫӗнчи хурлӑх чӗрине пырса тиврӗ. Чылай кайнӑ хыҫҫӑн вӗсем каялла ҫавӑрӑнса пӑхрӗҫ: вӗсен хуторӗ ҫӗр айне кӗрсе кайрӗ темелле, ҫӗр ҫийӗпе вӗсен ытла чаплах мар ҫурчӗн икӗ мӑрйи тата йывӑҫ тӑррисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. Тепӗр талӑкран ун патне упӑшки пырса ҫитрӗ, темле судья пулнӑ вӑл. Халӑх хушшинчен ҫинҫе те чӗтрекен сасӑ вӗҫсе хӑпарчӗ: — Православнӑйсем! Вӑрансан чей ӗҫнӗ; хулари тӗрлӗрен хыпарсем ҫинчен — чиркӳре юрлакансем ҫинчен-и, дьякон ҫинчен-и, е туй-ҫуй ҫинчен, е акӑ тата — пӗр-пӗр пӗлӗш хуҫа хӑтланчӑкӗсем ҫинчен — сӳте-сӳте явнӑ… Автор патшалӑх ӗҫӗсен аслӑ секретарӗпе калаҫни. Огнянов патне хӑйӗнчен малтан ҫитекен пуласран шикленсе, Колчо чиркӳ алӑкӗн йывӑр карӑмне сирсе уҫрӗ те шала кӗрсе кайрӗ. — Мӗн тенине пӗлтерет вӑл сӑмах? — тесе ыйтрӗ Мэри Грант. Лётчик тинкерсе тӑнларӗ те, таҫтан аякран кӑшкӑрнӑ сасса илтрӗ: — Эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов, эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов. Витере эпӗ ун лашине тупмарӑм, йӗнерӗ те ҫук, йӗвенӗ те ҫук, мистер Генри те ҫук. Бяла Черквара ал ҫупасси ун чух йӑлана кӗменччӗ-ха. — Ваше благородие, — терӗ каллех анне, — манӑн суда прошени парас кӑмӑл пур. Сержант вара: — Эсӗ кам пулатӑн? — тесе ыйтрӗ. Унтан ӑнланмалла, асра тӑрса юлмалла вӗренлетчӗ: — Итле ман сӑмаха, вӑл сана кирлӗ пулӗ! — Лашасем йӗркеллӗ, — терӗ вестовой. Ӗнешӗн мӗн чухлӗ парӑма кӗнине пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, тӳлеме — укҫа ҫук, ҫавӑнпа унӑн лашине те туртса илчӗҫ, хӑйне, кутӑнлашнӑшӑн тесе, арестлесе хупса лартрӗҫ. Тӗрӗс, тӗрӗс каланӑ турӑ ҫырнинче: «Этем ӗмӗрӗ кӗске те пит хурлӑхлӑ», — тенӗ. Юрӗ-ҫке! — Юрӗ, тӑхта-ха, курӑн унта мӗн пулассине, унӑн ӗҫӗ ҫапах та Мефф Поттерӑнни пекех пӗтсе ларнӑ ӗнтӗ. — Ҫук, — терӗ Яков тепӗр хут, пуҫне пӑркаласа. Хӗрача ун сӑмахне илтессе илтрӗ те, анчах мӗн ыйтнине ниҫтан ӑнланаймарӗ, ҫавна пула вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. Юлашкинчен эпӗ ҫӗҫҫе кӑлартӑм та, фалӑсене касса ятӑм. Эпӗ ҫӳлелле пӑхрӑм та, сывлӑшра ҫӗртен пӗр икӗ миле яхӑн утрав патнелле темӗнле пысӑк та хура япала куҫса килнине куртӑм. Хӑш чухне пӗр канмасӑр икшер, виҫшер смена дежурить тунӑ сиделкӑсем, кашни пушӑ минутрах палатӑсене тасатма, ҫума, хырса илме тӑрӑшнӑ. Вара Монтанелли ҫилли сӗвӗрӗлчӗ. Пуҫласа курнӑ пӗрремӗш ученӑй ҫинҫешке те имшеркке ҫын пулчӗ, унӑн пичӗпе аллисем хӑрӑмланса кайнӑ, унӑн тумтирӗ те, кӗпи те, ӳт-тирӗ те — пурте пӗр тӗслӗ, ӳссе кайса ҫыхланса пӗтнӗ ҫӳҫӗсемпе сухалӗ тӗллӗн-тӗллӗн ӗнсе кайнӑ. Темӗнле лайӑх тытма тӑрӑшсан та, вӑл аяккалла пӑрӑна-пӑрӑна каять, хамӑра лапчӑтса хуманни кӑна. — Анчах та Мельников пӗрмаях тулта ларать-ҫке, — хушса хучӗ тахӑшӗ. Мана Наробраз мунчинче пемзӑпа сӑтӑра-сӑтӑра ҫурӗҫ, анчах та пурпӗрех тӗл-тӗл хура паллӑсем юлчӗҫ-ха. Манӑн вӑрӑм кӑна форменнӑй тужуркӑна хам тавра тепре ҫавӑрса тӳмелемелле пулать, вӑрӑм шӑлавар ҫапкаланса кӑна пырать, атӑ пуҫӗнчен манӑн ура пӳрнисем курӑнаҫҫӗ. Мӑнтӑркка хӗр таврӑнчӗ, эпир Николай Антоныч патне кайрӑмӑр. Хӗремесленнипе шурсах кайрӗ вӑл. Мана салтак шел туйӑнса карӗ, эпӗ повӑртан:— Ӑна кашӑк ҫинчен калама юрать-и? — тесе ыйтрӑм. Таркӑнӗ — суя укҫа тӑваканскер пулнӑ иккен, — ҫакӑнтан вара Ананий пуя пуҫланӑ. Каҫхине темӗн чухлӗ халӑх ҫыран патӗнчи провал патне тухса кайрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ, камерӑра ҫутӑ чухне, унӑн хурлӑхлӑ, шурса кайнӑ сӑн-пичӗ тата юлашки кунсенче тӳссе ирттернӗ асапсен хӑрушӑ, нихҫан пӗтми йӗрӗсем лайӑх курӑнчӗҫ. Вӑл Гленарван калавне итлерӗ, карап ҫӗмӗрӗлни ҫинчен пӗлчӗ, вара, час тавҫӑрса илекен маттур ҫын пулса тӑрса, май килнӗ чух ҫакӑнпа усӑ курас терӗ. Хӑйсене юлашки хутӗнче ҫӗнтерни ҫинчен пӗлсенех туземецсем, хӑйсене чукмарпа ҫапнӑ пекех, тӗшӗрӗле-тӗшӗрӗле ураран ӳкрӗҫ. — Эсир, хӑҫан, тухтӑр? Ӑҫта-ши асатте? Тен вӑл Ҫӑхан Урана ман кӑлтӑрпине каялла тавӑрса пама ыйтӗ, — тенӗ Синопа, макӑрса. Мӗншӗн-ха эпӗ ҫав ирсӗрлӗхсене каласа кӑтартатӑп? Пурӑнӑҫ законӗ вӑл — кӗрешӳ текенсем вӗсем — суккӑр ҫынсем, пӗтме пӳрнӗскерсем. — Ольга ҫӗрле килнӗ телеграммӑна сӗтел ҫине хучӗ те тухса кайрӗ. Суккӑр, яланхи пекех, амӑшӗпе пӗрле, хӑйӗн тусӗпе юнашар ларать. Ох, йы-ы-ывӑр-ҫке мана, тӑ-ӑ-ӑкӑс!.. — уласа ячӗ вӑл ҫурма сасӑпа тӑсмаккӑн. — Эсир тырӑ пирки калаҫӑр-ха, ҫав га ҫине миҫе кило таран кирлине калӑр. (Ермолай хӑй ӑшӗнче кулса илчӗ.) Кӗнеке вара пӗрех ҫеҫ, — ҫирӗм пялӗк страницӑллӑ пӗчӗк брошюра, «Хӗрарӑм — тинӗсре» ятлӑскер ҫеҫ тупӑнчӗ. Иккӗшӗн те вӗсен — ҫамрӑккин те ваттин те — чӗрисем вӗри, анчах сывлӑхӗсем хавшак. Эсӗ ӑна генерал патне илсе кай та ыйт. Тепӗр минутрах ун сӑмаххи таҫта пароход хыҫӗнче янтӑрама пуҫлатчӗ. Часах вӑл унтан пӗр темле кивӗ плащ тӑхӑнса тухнӑ, витене кӗрсе, хӑйӗн лашине, йӗнерленӗскере, чӗлпӗртен тытса тухнӑ. Хусах-и вӑл? — Ангола ҫыранӗ ҫумӗнче арканни-и? Патагони, Австрали, Ҫӗнӗ Зеланди ҫӗршывӗсем ӑна пӗрин хыҫҫӑн тепри хӗн-хур курнӑ ҫынсем пурӑнакан вырӑнсем пек туйӑнса тӑнӑ. Вӑл тата виҫӗ кун кӗтмешкӗн килӗшрӗ, виҫӗ кунран эпӗ ӑна качча тухмасан, вара мана нимле хӗрхенӳ те пулас ҫук. — Чимӗр-ха, Павел Петрович, — терӗ Базаров, — эсир акӑ, хӑвӑра хисеплесе, аллӑрсене усса ларатӑр; анчах мӗнле усӑ пултӑр-ха унтан bien public? Марья Ивановна ятне нимӗн уямасӑр асӑнни мана ниме тивӗҫсӗррӗн, ҫавӑн пекех тата тӗрӗсмаррӑн туйӑнчӗ. — Ман пата каяр, апатланар, — чӗнчӗ Романенко, хула хӗррине ҫитсе пынӑ май. Вырсарникун арӑмпа юнашар ларса станицӑна пасара тӗпӗртеттерсе ҫитӗпӗр». Вӑранӑр, иртнӗ хӑрушлӑхсене пурне те манӑр! Вӑранӑр та ҫӗнӗрен пурӑнма пуҫлар! Бульба тарӑн шухӑша кайрӗ. Организаци турӑн-и? Сывӑ пулӑр! Стенгӑсене антармарӑмӑр, канат вӗренсене пурне те ҫаплипех хӑвартӑмӑр, мӗншӗн тесен карап ҫиле май пыратчӗ тата пирӗн умра уҫӑ тинӗсчӗ. Унӑн куҫӗсем Серёжа куҫӗсемпе тӗл пулаҫҫӗ те, Антек хӑйӗн ӑшӗнчи шухӑшне каласа парать… Ҫав еннелле кайса пӑхам-ха. — Ара унта епле пурӑннине тата мӗн чухлӗ тӳленине ӑҫтан пӗлме пултаратӑр-ха эсир? Чакса пынӑ хушӑра вӑл пӗрре те хӑйне вӗлерме пултарасси ҫинчен чӑнласах шухӑшламанччӗ. Ҫук, вӑл сана ӑна мӗнле… туса хурӗ… — Иван Павлыч! — сасартӑк кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Ҫӳҫӗсем хура. Фаворита кӗтӳри пӗтӗм ехусем кураймаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ӑна мӗн те пулин тӑвасран шикленсе ялан хӑйӗн господинӗ патӗнче усраҫҫӗ. Кунта ӑна килӗшмӗ. Анчах эпӗ эсир мӗнле ҫынсем пулнине пӗлместӗп. — Киле каяс килет ман, киле! Огнянов шуралса кайрӗ. Киле ҫитсессӗн, хамӑн хӗҫӗме кӑларса, унӑн вӗҫӗн ҫивчӗшне тӗрӗслесе тухрӑм, унтан Савельича хама ҫиччӗмӗш сехетре тӑратма хушса, ҫывӑрма выртрӑм. Часах хуларан иккӗмӗш пӑрахут ҫитрӗ; унпа отельсемпе гостиницӑсен агенчӗсем, комиссионерсем, гидсем, улшуҫсемпе чугун ҫул агенчӗсем килчӗҫ; пурте вӗсем хыттӑн ахӑрашма, тӗрткелешме, пӗтӗм пӑрахут тӑрӑх чупкалама тытӑнчӗҫ. — Каҫарсам, батюшка — ҫылӑха кӗтӗм — суйрӑм, — тет. Эпир ахаль ҫынсем-ҫке. Павлуш кӑшкӑрашса йытӑсем хыҫҫӑн чупрӗ. — Ҫук, эпӗ тӗрлӗ кивӗ япаласене майлаттӑм. — Пӗлӗтсене ӑҫта куртӑн вара эсӗ? — йӗкӗлтесе ыйтрӗ ҫамрӑк хӗр. Пӗлейместӗп, тен, ҫакӑн пек самантра ун патне пыни вӑл лайӑхах та мар пулӗ. Пӗр енче, юнашарах темелле, арӑмӗ ларать, — ӑна вырӑнтан тапранмасӑрах пӗтӗм вӑйпа сулса питӗнчен ҫупса яма пулать. Талькав питӗ лӑпкӑн калаҫать. Паганель иккӗшӗншӗн те хӑлаҫланать. Вӑл ӑнланма пултарайман ыйтусене хирӗҫ ответлесе, манӑн ӑна укҫа мӗн иккенне, ӑна мӗнле металран тунине, ҫав паха металсен хакне ӑнлантарса памалла пулчӗ. Вӗсем пурте ҫӳҫенсе Маунганаму сӑрчӗ ҫине каялла кайма тивет пулӗ тесе шутласа илчӗҫ. Ку хутӗнче эпӗ ҫапах та тутӑхнӑ кивӗ пӑчкӑ тупрӑм, ӑна струпилсемпе пӳрт ҫивиттийӗн тӗренчи хушшине хӗстернӗ пулнӑ. — Улталать, — терӗм эпӗ каллех. Эпӗ урамӑн кивӗ те лапра чул миххи ӑшне туллиех чышса тултарнӑ ҫынсене пит хытӑ астуса пӑхаттӑм. Вӑл мӗнпур вӑйпа вӗҫтерсе пынӑ, чарӑнса тӑма шутламан пулмалла, ҫавӑншӑн Зеб пит хӗпӗртенӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл кӑмрӑк хумалли вырӑнсене ҫитрӗ, кладовойсемпе каюткамерӑна кӗрсе курчӗ. Вӑл пуринчен те ытларах хӗҫпӑшалсен склачӗпе тата «Дункан» сӑмси ҫинче ларакан тупӑпа интересленчӗ. — Иртнӗ ҫулта эпӗ пилӗк теҫеттин акнӑччӗ. Ну, Зуев турӗ вара — акӑ вӗсем, тархасшӑн. Вӗсен хушшине, ҫурӑмӗсемпе чӳрече еннелле, судьясем вырнаҫса тухнӑ; ҫакна пула вӗсен пичӗсем тӗксӗммӗн курӑнаҫҫӗ. — Акӑ, итле, Николай! — Вӑл ман ҫинчен каласа парать иккен, ырӑ чунӑмҫӑм! — тесе шухӑшларӗ вӑл. Вавжонӑн, турӑ ҫиленсе янӑ темле йывӑрлӑх тиеннӗ пек те, ҫав йывӑр япала ӑна ҫӗрелле пуснӑ пек, чӗркуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ. Эх! Ку сӑмахсене илтсенех Паганель тӑрса тарчӗ: урӑх вӑл вырӑнта тӑма та пултараймасть. Ҫур ҫӗр иртсен сирӗн умпа иртсе пыраттӑм та чӳречӗртен пӑхрӑм, эсир пурте сӗтел хушшинче лараттӑр… — Эпӗ сана тус вырӑнне хурса каларӑм, — терӗ вӑл, — эсӗ мана… Ӑна та вӑл хура Степӑна юратнӑ пек туйӑннӑ, ҫав ҫын кӑшкӑрнисене вӑл тӗлӗнсе, юратса итленӗ; чӑн та, хӑш чухне унӑн халиччен илтмен сӑмахӗсем ӑна хӑратнӑ, анчах унӑн сӑмахӗсем хушшинче кӑмӑла ыррӑн пӑлхантаракан, тӗттӗм те шавлӑ пӑтравлӑхран темӗнле ҫутӑ лӑп-кӑлӑха илсе тухакан пеккисем ытларах пулнӑ. Юланучӗ тӑвайккинчен анать пулӗ. Вӑл хӳме ҫине хӑвӑрт кармашса хӑпарчӗ, хӳрине пӑлтӑртаттарса, ҫӗнтерӳллӗн вӗрсе ячӗ. «Виҫҫӗмӗш те ҫитрӗ!» — Княжна, — терӗм эпӗ, — эсир пӗлетӗр пулӗ эпӗ сиртен кулнине?.. Поддубеца ячейка юрӑ юрласа тавӑрӑнчӗ. Онбаши тата кӑшт ларчӗ те тухса кайрӗ. Садовой-Триумфальнӑйран Иккӗмӗш Тверской-Ямской инҫе те мар, ун ҫине кӑшт иртсенех тухрӑм та палланӑ ҫуртӑн хапхи умӗнче чарӑнса тӑтӑм. Ҫакӑн пек йӑлапа курӑнӑҫнӑ хыҫҫӑн сӗтел патне шӑпах ҫирӗм тӑватӑ ҫын пырса лартӑмӑр, пӗр-пӗрин ҫинех ларса тухрӑмӑр тесен те юрать: кашнин чӗркуҫҫийӗ ҫине икшер ача ҫеҫ ларсан пит аванччӗ ӗнтӗ! Вӑл калаҫӑва хутшӑнмарӗ, анчах та Оленин ун куҫӗсене, питне курса тӑчӗ, вӑл йӑшӑлтатнине, хӗвелҫаврӑнӑш шӗкӗлченине илтсе тӑчӗ, хӑй калаҫнӑ чухне лешӗ ӑна пӗтӗм чунтан итленине сиссе тӑчӗ, хӑй сасӑсӑр кӗнеке вуланӑ чухне те Оленин хӗр пуррине туйса тӑчӗ. Унӑн сӑмахсенчи саспаллисене икшер хут ӳстерсе калас йӑли Якова яланах кӑмӑла кайман, анчах ҫак самантра ку ӑна уртарсах ячӗ, вӑл, аллине кӗсйинчен туртса кӑларасшӑн пулса, кӑшкӑрса ячӗ: — Вӗлеретӗп! — Де-Лантенак господин. Кукамай пире пурне те пӑхса илчӗ, горничнӑй хусканӑвӗсене каллех тимлӗн сӑнама пуҫларӗ. Хӑйне хыҫалтан арҫури хӑваланӑ пекех тарать! Ҫемҫе те ырӑ шӑршлӑ шупка сӗмлӗхпе тулнӑ пӗчӗк пӳлӗмре ҫинҫе хӗлӗхсен ҫепӗҫ сасси хурланчӑклӑн чӗтреннӗ. — Ну, сана тата! Урана таптаттарса пӗтеретӗн вӗт, — терӗ те вӑл, пуҫне чиксе хӑйӗн яштака урисем ҫине пӑхса илчӗ; урине вӑл тӑп тытса тӑракан эрешлӗ кӑвак чӑлха тата кӗмӗл тӗслӗ ансӑр ленттипе ҫӗлесе ҫаврӑннӑ ҫӗнӗ хӗрлӗ чӳвекки тӑхӑннӑ. Мӗнпур ырлӑхсене — турӑ тунӑ. Эсир ҫӗнӗ пурнӑҫ валли ҫурални те — унӑн ӗҫӗ. Емельян ҫыран хӗрринчех чӗркуҫҫи таран шывра ҫаппа-ҫарамас тӑрать, ӳкес мар тесе, йӗр аллипе курӑкран ярса тытнӑ, тепринпе ӳтне сӑтӑрать. Карчӑк ҫырӑвӗнче Евпатори ҫывӑхӗнчи портлӑ хулара хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ Альбина Кюцам пурӑнни ҫинчен, ӑна вӑл вунпилӗк ҫул хушши курманни ҫинчен пӗлтерсе ывӑлне Кюцамсем патне кӗрсе тухма ыйтать. Ав! Ку вӑл пысӑк пӳлӗмех пулман. — Ҫук, тусӑм, пӗтмен, — терӗ Паганель. Сехре хӑпмалла лару-тӑру. Халӗ сасӑ пама Симурдена черет ҫитрӗ. Анчах ҫакӑ пӗтӗмпех, калам сире, господасем, хальхипе танлаштарсан, ниме тӑманскер те мандрагори ҫеҫ. Ку ӗнтӗ вӑл чӑн-чӑннипех те — юлашки хут чуптумашкӑн килсемӗр. Ун умӗнче, ахӑлтатса кулса ярасран аран тытӑнкаласа, Варя тӑрать иккен. Мӗне пӗлтерет-ши ку? — Мӗн пирки апла калама пултаратӑн-ха эсӗ? — тесе ыйтрӗ пичче манран, ытла та тӑрӑхласа. Хролин коммунарӗсем хутора ҫавӑрса илнӗ, вӗсен пӑшалӗсем Антонюк ушкӑнӗпе кӗрӗс те кӗрӗс тутарса калаҫа пуҫланӑ. Антонюк хӑйӗннисемпе пӗр флигеле кӗрсе ларнӑ та, мушка тӗлне лекекене кашнинех тӑхланпа ӑшаланӑ. Егорушка ун ҫине пӑхрӗ те лампадкӑран тунӑ куркана аса илчӗ, вара Степкӑран шӑппӑн ыйтрӗ: — Мучи мӗншӗн уйрӑммӑн ларать? Питӗ ҫӳлте сывлӑш сайра пулин те, искусственнӑй спутниксене вӗҫме вӑл пурпӗрех чӑрмантарать, вӗсем пӗчӗккӗн аялалла анса пыраҫҫӗ те, сывлӑш ҫӑра тӗле ҫитсен, метеор майлӑ, ҫунса каяҫҫӗ. Турӑҫӑм, епле анрашса та чӑкрашланса кайрӗ вӑл, епле шӑлне шатӑртаттарчӗ! Илья урӑлнӑ пек пулчӗ те тӗксӗмленчӗ, вара ирӗксӗррӗн ҫапӑҫӑва кӗнӗ пек, ташлама тапратрӗ. Ҫав ҫынсем манӑн тӑван ҫӗршывра та, хам пулса курнӑ ытти пур ҫӗршывсенче те, пур чӗрчунсенчен те ӑслӑ чӗрчунсем пулса тӑни ҫинчен, ҫавӑнпа вӗсем ытти пур чӗрчунсене те хӑйсене пӑхӑнтарса тӑни ҫинчен каласа патӑм. Хӑй ӗмӗтне ҫитерсех ҫитерӗ-ши? Анчах вӑл сасартӑк пуканӗ-мӗнӗпех арӑмӗ енне ҫаврӑнчӗ, унӑн тем сарлакӑш чарӑлнӑ илемлӗ те айвантарах куҫӗсенче вара аптӑравлӑ ӑнланманлӑх, хӑравҫӑлӑх тесен те юрамалла, курӑнса кайрӗ. Аялти хутра чул урайӗнчи вилесен купи ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Ӗнер носилка ҫине выртса кайма килӗшмерӗ, процедурӑсем тӑвакан пӳлӗме пусма тӑрӑх хӑех утса кайрӗ. Чиперех кайса килчӗ. Ытти ачасем, хӑйсен вылямалли витрисемпе алтӑрӗсене хӑйӑртан тасата-тасата, кухня патнелле чупаҫҫӗ. Пӑрахут океана тухнӑранпа тӑватӑ кун ҫитнӗ. Юлашкинчен вӑл ҫӑмӑл урапа кӳлме хушнӑ, ӑшӑрах тумланнӑ та (ку ӗнтӗ сентябрь уйӑхӗ вӗҫнелле пулнӑ), хӑех тилхепе тытса, килхушшинчен тухса кайнӑ. Ҫунара виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм ларнӑ, — праҫник туса таврӑнакансем пулмалла. Ҫав самантра йывӑҫ тӗми хыҫӗнче такам кӑштӑртатрӗ. Питӗ нумай ӗҫчӗ унта, питӗ нумайччӗ. Петербургра пурӑннӑ чухнехи парӑмӗ те аса килчӗ ӑна, ун ӗнтӗ ӑна тахҫанах тӳлесе татмалла; хӑй каҫхине кӑна юрланӑ цыган юррин кӗвви аса килчӗ; куҫӗ умне хӑй юратнӑ хӗрарӑм сӑнӗ курӑнса кайнӑ пек пулчӗ, тӗксӗмрех кӗрен лентӑллӑ чепчикпа вӑл; пӗр 5 ҫул маларах хӑйне кӳрентернӗ ҫын аса килчӗ ӑна, ку ҫынна вӑл хӑйне кӳрентернӗшӗн халӗ те тавӑрман-ха, ҫак хушӑрах, ҫакӑ тата ытти пин-пин тӗрлӗ япалана аса илнӗ хушӑрах вӗл, уҫҫӑнах мар пулин те, хӑй ҫав тери хӑраса ӳкнине тата хӑйне вилӗм кӗтнине туйсах тӑчӗ, ку туйӑм унтан пӗр самантлӑха та уйрӑлмарӗ. Ҫамрӑк вӑл, хитре, ӑслӑ! Хаҫатне те вӑл шухӑшласа кӑларнӑ. Михайло Ивановича та ҫак ҫул ҫине вӑлах тӑратнӑ — Михайло унран икӗ хут аслӑрах пулин те! Вӑл ман ҫумма хытӑран хытӑ ҫыпӑҫрӗ, хам алӑсем айӗнче унӑн вӑйлӑ, ҫирӗп, вӗри ӳт-пӗвӗ мӗнлерех чӗтренине, кӑкӑр ҫумӗнче ун чӗри мӗнлерех васкаса тапнине питӗ лайӑх туйрӑм эпӗ. Козак ӑҫти-ҫук япала вӑрласа вӑрӑ ӗҫӗпе тытӑнчӗ пулсан, ӑна вара пӗтӗм козачествон ятне яни вырӑнне хураҫҫӗ. Унта, хӳшӗре, саксем пур. Ҫапла ӗнте, судья заседательпе калаҫса ларать. Вара Сима патакпа улмуҫҫи туратне силлентерме пуҫларӗ. Вӗсем, пуҫне пӑркалама паман мӑйкӑчпа пӗр-пӗринчен уйӑрнӑскерсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн карталаннӑ. Мӗн те пулсан тумаллах манӑн. Мӗнле-ха апла «Британи» июнӗн 7-мӗшӗнче, Перу ҫыранӗсем патӗнчен ишсе тухнӑ хыҫҫӑн сакӑр кунтанах, Инди тинӗсӗнче пулма пултарнӑ? — Большевик нихҫан та пулман вӑл, господин комендант, — тата ҫирӗпреххӗн ответлерӗ Ерофей Кузьмич. — Генри улталаннӑ, эпӗ ӑна йӑлтах хам ӑнлантарса парӑп. — Эпӗ-и? Анчах халӗ, хамӑн ҫакӑн пек ҫав тери ҫывӑх ҫынна урӑх нихҫан та тӗл пулас ҫуккине сасартӑк туйрӑм та, манӑн чӗре ыратса илчӗ. Ах, турӑҫӑм, турӑҫӑм, мӗне пӗлтерет-ха ку? Хам малтан шухӑшласа хунӑ пекех, хам голланди купци пулатӑп, инҫетри ҫӗршыв ҫыранӗсем патӗнче карап ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ, терӗм. Вӑт шуйттан, ытла та айванла пулса тухрӗ-ҫке!» Анчах Давыдов шикленни кӑлӑхах пулнӑ-мӗн: Лушка пӗрре палӑртса хунӑ планран ҫӑмӑллӑн каялла чакакан ҫынсен шутне пачах та кӗмест. «Тӑмастпӑр, аннеҫӗм! тӑмастпӑр! вилсен те тӑмастпӑр!» кӑшкӑрашма тытӑнчӗҫ запорожецсем. — Мӗн, савнӑ тусӑм? Обществӑн членне кӗме унӑн кандидатне вӑл хӑй Мальт-Брюнпа пӗрле тӑратнӑ. — Ним чухлӗ те, — терӗ пиччӗшӗ, шӑлнӗ еннелле ҫаврӑнса. Вӑл шӑлнӗн урине лӑкаса илчӗ. Мӗне те пулин пӗлмесен, вӑл пытармасӑр тӳрех калатчӗ: — Пӗлместӗп, ун ҫинчен шухӑшламан! — тетчӗ. — Кӑшкӑрнипе эсӗ нимӗн те тӑваймастӑн, — лӑпкӑн асӑрхаттарчӗ ӑна Яков, шлепкине тӑхӑнса, аллине тӑсса парса, — Тепре куриччен! Пирӗн районта пирӗн майлӑ шухӑшлакансем нумай. Унта вӑл часах вилнӗ те, хӑйӗн икӗ хӗрӗ валли — ҫирӗм ҫулхи Аннӑпа вуникӗ ҫулхи Катерина валли — пӗчӗкҫӗ пурлӑх ҫеҫ хӑварнӑ. «Пулать-ха мыскара», — тесе шухӑшласа илтӗм эпӗ; вите патнелле чупрӑм, унтан хамӑр лашасене ҫӑварлӑхласа, хыҫри картишне ҫавӑтса тухрӑм. Эпӗ авланасси ҫинчен шухӑшламастӑп. Ҫавӑн пек чӑрсӑр сӑмаха илтсен, Вудли Пойндекстер пӗтӗмпех темле туртӑнса илчӗ. Мӗншӗн тесе ыйтатӑп эпӗ сирӗнтен? Усал чӗлхесем унӑн арӑмӗ мана ытла та хытӑ юратса пӑрахнӑ тесе элеклесе тултарнӑ. Ҫур сехете яхӑн чаврӑмӑр пуль, шутсӑр ывӑнтӑмӑр, шӑтӑкӗ чылаях пысӑк пулчӗ. Мӗнле чап, мӗнле телей! Вӗсене шыраҫҫӗ, вӗсене асӑнса йӗреҫҫӗ, вӗсене вилнӗ тесе шутлаҫҫӗ; вӗсемшӗн хуйхӑрнипе чӗресем ҫурӑлаҫҫӗ; вӗсемшӗн куҫҫуль юхтараҫҫӗ, ҫынсем вӗсене асӑнаҫҫӗ: ҫав вилнӗ мӗскӗн ачасене лайӑх пӑхмарӑмӑр, теҫҫӗ, ҫынсем хӑйсем лайӑх мар тунӑшӑн ӳкӗнсе асапланаҫҫӗ. Кунта чи пысӑк савӑнӑҫ акӑ ҫакӑ пулать: вӗсем ҫинчен ӗнтӗ пӗтӗм хула калаҫать, пур арҫын ачасем те вӗсене кӗвӗҫеҫҫӗ — вӗсем тӗлӗнмелле чапа тухса кайнишӗн кӗвӗҫеҫҫӗ. Шухӑшпа ҫамкӑртан чуптӑватӑп… вилнӗ ҫынна чуптунӑ пек, мӗншӗн тесен эсир маншӑн вилнӗ. — Ну, айтӑр, ан йӗр тархасшӑн: чӑтма пултараймастӑп. Тальбот графстви чиккинчи сӑртсен ҫумӗсемпе иртсе, отряд каҫ пулса ҫитиччен Мэриборӑран виҫӗ мильре чарӑнчӗ. Эпӗ сана мӗнле кирлӗ ҫавӑн пек тӑватӑп, аҫупа калаҫатӑп. Эпӗ вара тӗнче пуҫланнӑранпах пурӑнатӑп: эпӗ — ӗмӗр-ӗмӗрӗпе тертленсе пурӑнакан этемлӗх, эпӗ ултӑ пин ҫулта, — ҫирӗппӗн каларӗ Марат. — Камсем вара ҫав Любобратичсем? — ыйтрӗ пурне те пӗлме юратакан тӑхлачӑ. Лукашка лаши, те такӑнса, те курӑкпа тӑлланса, тапӑртатса илчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл кун тӑршшӗпех е эрнипех Хунтӑран уйӑрӑлман. Ыттисем ун хыҫҫӑн тухрӗҫ. Кашниех Сильвера честь парать тата хӑйне тӳрре кӑларма мӗн те пулин мӑкӑртатса илет. «Мӗнех эппин, арбуз мана кирлӗ пулчӗ», — тетӗп. Хӑвӑрах пӗлетӗр, — тетӗп. — Эпӗ сирӗн патӑрта выртатӑп… — тенӗ вӑл Любӑна, кулкаласа. Нимӗнле сасӑ та илтӗнмест. Вӗсем пек илемсӗр те йӗрӗнмелле чӗрчунсене эпӗ урӑх ниҫта та курман. Литературӑпа пире ҫав тери айван ҫын, Лихо хушаматлӑскер, вӗрентетчӗ. Пӗтӗм шкулӗпех ӑна Лихосел тесе виртлетчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл каллех пӗшкӗнчӗ те стена ҫумӗпе хӑйӗн вырӑнне кайса тӑчӗ. — Ман асатте суха тунӑ, — палӑрмаллах мӑнкӑмӑллӑн тавӑрчӗ Базаров. Ҫил вӑйлансах пычӗ. Лутрарах кӑна пӳллӗ, имшерккескер, вӑл Англири вӑтӑрмӗш ҫулсенчи вӑтам пурлӑхлӑ ҫемьери яшӑ пек мар, ытларах вунулттӑмӗш ӗмӗрти портрет ҫинчи итальянец евӗрлӗ туйӑнать. «Ну, ӑнсӑртран ку леш пике пулсан? — килсе кӗрет пуҫа, — ну, шӑпах халь пуҫланас-тӑк, эпӗ пӗлмесӗр юлсан!» — вара коридора сиксе тухатӑн та ку чӑнахах Гаша пулнине куратӑн; анчах ҫакӑн хыҫҫӑн пуҫа пайтах вӑхӑт ӗҫлеттерейместӗн. Хӑйне панӑ ӗҫе пурнӑҫланине ӑнланать вӑл… Сӑртсем те, ҫырмасем те нимрен хӑрама пӗлмен ҫулҫӳревҫӗсене маршрутран айкккинелле пӑртарма пултараймарӗҫ. Вӑл Бил йӗрне тупаймарӗ. Ку тата мӗне пӗлтерет? Эсӗ кай та тӳрех кала ӑна: сая еркӗнӳ пулас тетӗп — ҫынни эп ҫамрӑк, ытлашши хак ан илӗр, те. Пӑх-ха кунта! — Куратӑр ӗнтӗ, Толине географине сиртен авантарах пӗлет тесе эпӗ тӗрӗс каларӑм, — терӗ кула-кула Мак-Набс. Тепӗр чухне тӑшмантан тарни те ҫӗнтернине пӗлтерет. — Ара… халех вӗлерме каларӗҫ! — терӗ Марчев, вӑл тата тем хушса каларӗ те, пӑшӑлтатнине пула, илтӗнмерӗ. — Суранлатнӑ-и? — ыйтрӗ доктор. Сасӑсемпе ӳсӗрӗлсе кайнӑскерсем, пурте ыттине йӑлтах маннӑ, пурте пӗр кӑкӑрпа сывлаҫҫӗ, казак хыҫҫӑн чалӑшшӑн пӑхса астуса тӑрса, пӗр кӑмӑлпа пурӑнаҫҫӗ. Вӑл ҫав ача ҫине ытарайми пӑхса савӑннӑ. Акӑ мӗншӗн килнӗ пулнӑ иккен Макар… Ӑна калинкке патне ҫитиччен ӑсатса ярсан, Давыдов хӑйӗн ҫурма тӗттӗм пӳлӗмне таврӑнчӗ те салтӑнмасӑрах вырӑнӗ ҫине йӑванса кайрӗ. Юлташсем, астӑвӑр, лайӑххӑн вилме кирлӗ». Илтрӗр-и, — терӗ пӗри, — мӗнле чыслать пире Каленик! — Ҫапла ҫав, сивӗ пулмалла. Эппин кам-ха ҫав, капитан хӑй вилес умӗн унӑн ятне те асӑнас мар тенӗ ҫын? Вӑл, сӑмах майӗн каласан, рессорлӑ урапана юратман, мӗншӗн тесен ун ҫинче ларса ҫӳреме канлӗ мар, тесе шутланӑ; вӑл е икӗ кустӑрмаллӑ ҫӑмӑл урапапа, е сӑран минтерлӗ илемлӗ пӗчӗк урапапа ҫӳренӗ, хӑйӗн ҫӳрен урхамахне хӑй тытса пынӑ. (Вӑл ҫӳрен лашасем ҫеҫ тытнӑ.) Вӑл никама та сывлӑх сунмарӗ, аллисене пырӗ патне тытса, пӳлӗмӗн лампӑран инҫерехри кӗтесӗнче чарӑнса тӑчӗ. Тепӗр тесен, кусем ҫын ҫине пӑхса тунӑ портретсем мар; вӗсене карикатурӑсем теме юрать. Каҫ пулса килсен, ҫав хунарсен ӑшӗнче ҫутатакан газӑн ҫап-ҫут пайӑркисем тивсе каяҫҫӗ; ун пек газсене чӑтлӑх вӑрманӑн варринче ларакан заводра тӑваҫҫӗ. — Вӑл ӗнтӗ ӑратлӑха юрӑхсӑр, ытла та ватӑ, эпир ӑна троицӑ тӗлне пусас та ҫӗнӗ автан тупас тенӗччӗ. — Ха-арӑс! ха-арӑс! — кӑшкӑрнӑ вӑл тискер сасӑпа. — Тӑхтӑр-ха, ан хӑрӑр эсир! — терӗ Федя, сывӑ аллипе кӑтра ҫӳҫне шӑлкаласа. Вася та витрене пырса пӑхрӗ. — Эсӗ ҫапла шухӑшлатӑн-и? — тет. Сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн пӗтсе кайнӑ, салхуллӑ шухӑша пула ҫамки ҫинче пӗркеленчӗксем палӑраҫҫӗ. — Хӑвӑрӑн ӗлӗкхи капитана шырама пирӗнпе пыратӑр-и, Айртон? — тесе ыйтрӗ вара Гленарван. — Доктор, эпӗ чӑн сӑмахӑма патӑм-ҫке, — терӗм эпӗ. Авӑ, калӑпӑр, танка ҫӗмӗрнӗ чухне… — Танка? Э, ӑнланса илтӗм! Иван Иванович хыткантарах та ҫӳлӗрех пӳлӗ; Хальхи наука ҫак каналсем мӗне пӗлтернине тӗрлӗрен майлӑ шухӑшлать. Егорушка, мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, вырӑнтан сиксе тӑчӗ те тулалла вирхӗнчӗ. Тен, Дубков манран лайӑхрах, тен, начартарах-и, анчах унӑн час-часах суяс йӑли пурччӗ, хӑй ҫакна йышӑнмастчӗ, эпӗ унӑн ҫак ҫитменлӗхне асӑрхарӑм, ун ҫинчен хӑйне калама вара хӑяймарӑм. Эпӗ мӗн ыйтнине ту. «Астӑватӑр-и, ҫырнӑ ун патне Шубин нумай пулмасть кӑна: мӗскӗн Елена венчете тӑни ҫинчен паллӑ пулнӑ каҫхине, сирӗн кровать ҫинче ларса калаҫнӑ чух, хӑвӑр мана мӗн каланине? Сhе oiavalo? «Ҫакнашкал ырлӑхран мана каҫчен аптрипе чаваласа та кӑлараймӑн. — Ӑнланаймарӑм-ха эпӗ. Кабинӑна пӑхмастӑп, хӑратӑп… Пӗр-пӗрне вӗсем куҫӗсене ялкӑштарса, куҫа-куҫӑн пӑхса тӑнӑ. — Йывӑр-и пӗччен? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ вӑл, хӑйӗн канӑҫсӑр пациенчӗн мӗнпур ӳпкелешӗвӗсене, мӗнпур тилмӗрсе ыйтнисене, мӗнпур шикленӗвӗсене, мӗнпур шухӑш-кӑмӑлӗсене итленӗ хыҫҫӑн. Ӗҫ вӑраха кайнӑ, хӑй ӗҫӗ чӑннине шанса, Андрей Гаврилович ун пирки питех шухӑшламан, тата укҫа тӑккалама унӑн кӑмӑлӗ те, майӗ те пулман; чернил ӑшне путнӑ сутӑнчӑк чунсенчен хӑй малтан яланах тӑрӑхланӑ пулин те, элек тыткӑнне лекес шухӑш ун пуҫне пырса кӗмен. Унтан тата эс ҫапакан чан сасси ушкӑнра илтӗннине, анчах, уйрӑммӑн ҫапсан, ун сассине ватӑ чансем хӑйсен кӗрлевӗпе шӑнана ҫу ӑшӗнче путарнӑ пекех путарнине курӑн. Ҫак пӗчӗк юханшывсен ҫыранӗнче хӑмӑш кашласа ларать; Гаррис вӗсене папирус терӗ. — Авӑ мӗнле! — Аслӑ ҫулсем ҫинче халь тӗрек шуйттанӗсем темӗн чухлех хӗвӗшсе ҫӳреҫҫӗ, вӗсем иртен-ҫӳрене ҫаратаҫҫӗ, мӗнле кӑна иртӗхмеҫҫӗ пуль унта. Хӑвна ху та хӗрхенместӗн-и вара? Пурте — Татьянка та, наян йытӑ та, мӗн янӑраса кайнине чухласа илеймесӗр, пӗр харӑсах ҫаврӑнса пӑхрӗҫ. Пӑхатӑп, шурӑ тӗтӗм палкамӗ пӑрахут ҫумӗнчен уйрӑлчӗ. — Ӑнлантӑм, — терӗ Пӑван питех те салхуллӑн. Ҫак тӗлкӗшен ҫутӑ кӑна сӗм-тӗттӗм те шӑп кӗтесӗнче пурнӑҫ пуррине кӑтартса кӑмӑла сивӗтес ҫук пек ҫавӑрать. Вӑл саламланӑ пек, туслӑх суннӑ пек, чуна савӑк кӳрес пек те курӑнать. Каччӑ вӑкӑр пек сиввӗн пӑхса илчӗ те, хӑратмалла сасӑпа мӗкӗрсе ячӗ: — Турюнӗ сыпас чух таҫта ҫапкаланса ҫӳретӗн-и, еретик! Пурнӑҫа сахал курнӑ чун, хӑраса ӳкнӗ чун, ача чунӗ сасартӑк тӗрекленчӗ, ҫуталса кайрӗ, ҫӗнӗ те анлӑ, ҫутӑ горизонтсем курчӗ. — Лар юнашар! — терӗ Сизов, сак ҫинче шуҫса. — Эпӗ пушмаксӑр та…» малаллине каласа пӗтереймерӗ вӑл, хӗрелсе кайрӗ. «Кометӑсем холера, чума тата ытти ертекен чирсене сараҫҫӗ!» Пӗр харӑс мӗн чухлӗ ҫыру йӑтӑнса килчӗ! — Яков Лукич савӑнса ӳкнипе чыхӑнсах ларчӗ, унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫинчен темӗн йывӑрӑш чул илсе пӑрахнӑнах туйӑнчӗ. Дик кимме чарма та, ун ҫулне улӑштарма та пултараймарӗ, мӗншӗн тесен ку вырӑнта сӑвайсем юханшыва тӑвӑрлатрӗҫ, вара вӑл пысӑк хӑвӑртлӑхпа юхрӗ. Пӗрмай ак ҫапла Терек патнелле тесе кӑтартать, хамӑр вара йӑлтах урӑх еннелле каятпӑр. Пӗлетӗп — эпӗ пӗчӗкҫӗ кайӑк, ҫук, эпӗ шӑпчӑк мар! Мӑнастирӗн ҫӳллӗ стенисем уйӑх ҫути ҫинче тирекпе мӑйӑр йывӑҫҫи турачӗсем хушшипе шап-шуррӑн курӑнаҫҫӗ. Пӗлетӗн-и, пире халӗ вӑли-шали пурӑнма юрамасть. — Ҫаплах каларӗ: эпӗ тав тунине пӗлтӗр, терӗ, ҫийӗнчен тата акӑ мӗн пачӗ! Хӗрӗнни пек хӗрлӗ сӑн-питлӗ Петро Семиглазӑн сарӑ куҫ тӗкӗсем чеен сиккеленсе чӗтренсе илчӗҫ. Пысӑк та хӑватлӑ ҫын хӑйӗн чирӗпе йывӑррӑн кӗрешсе, ӑна хирӗҫ ҫав тери хыттӑн тӑрса, куллен кунах вӑйсӑрланса пынине курса тӑма тӳсме ҫук йывӑр пулчӗ. Пӗр енчен илсен, эпӗ мӗнле шухӑшлани саншӑн паллӑ. (Аркадие ку сӑмахсене калама питех кӑмӑллӑ пулнӑ), тепӗр енчен илсен, санӑн пурӑнӑҫна, санӑн йӑлусене пӗр ҫӳҫ пӗрчи чухлӗ те пулин кансӗрлесшӗн пулӑп-ши вара эпӗ? Миҫе сехет хушши юхнӑ? — улттӑ. Унччен кашни кун Иван Иванович та, Иван Никифорович та пӗр-пӗрин патне сывлӑх ыйтса пӗлме те пулин юри ҫын яратчӗҫ; час-часах тата балконӗсем ҫинчен те калаҫкаласа илетчӗҫ, чӗрене шӑратакан сӑмахсем юхатчӗҫ вӗсен хушшинче. Вырсарникунсенче вара Иван Ивановичӗ штаметран ҫӗлетнӗ бекешине тӑхӑнатчӗ. Инҫетреччӗ-ха манӑн свидетельница! — Уҫаканӗ хӗрлӗ ҫӳҫлӗ арҫын пулать, — эпи карчӑк патне-и? — тесе ыйтать. Ҫак минутӑрах кай, ахалӗн эпӗ аттене чӗнетӗп! «Анчах та ку — наказани пулсан, — шухӑшларӗ вӑл каллех: — эпир халь хамӑр айӑпшӑн тӳлесе татмалла пулсан? Ҫакӑн пек меллӗ ҫывӑрмалли вырӑн пулассине эпӗ кӗтменччӗ те. Анчах пӗтӗм пӳрчӗпе типӗтнӗ пулӑ, тӑварланӑ аш, йӳҫнӗ сӗт шӑрши ҫапать. Ҫав шӑршӑ ман сӑмсашӑн пӗрре те кӑмӑллӑ пулмарӗ. Кӗррӗс! Ӑҫта вырӑнаҫса тӑрать-ха санӑн чуру? Эсӗ юханшыв тӑрӑх тӑвалла та, анаталла та пӗр ҫирӗм миля таран пур вӗҫен кайӑксене те, тискер кайӑксене те, шуса ҫӳрекен чӗрчунсене те вӑратрӑн ӗнтӗ. — Ҫулҫӳревҫӗ килне тӗрӗс-тӗкелех те савӑнӑҫлӑ таврӑннӑ, таврӑнасса вара хӑй тухса кайнӑ енчен мар, шӑпах тепӗр енчен таврӑннӑ. Король проповедник пуласшӑн Тепӗр кун каҫпулттипе эпир юханшыв варринчи хӑва утравӗ ҫумне ҫитсе чарӑнтӑмӑр, юханшывӑн икӗ енче те хуласем лараҫҫӗ, герцогпа король вара вӗсене мӗнле ҫаратмалла-ши тесе пуҫ ватма тытӑнчӗҫ. Сахал-и вара? Станца пуҫлӑхӗ ӑна хӑйӗн кровачӗ ҫине выртма сӗннӗ, чирлӗ ҫынна ыранччен ҫӑмӑл пулмасан, тепӗр кун ирхине С … хуларан лекӗр чӗнсе килме шутласа хунӑ. Вӗсенчен пӗринпе капитан нихҫан та уйрӑлман пулас. Тата пӗр утӑм ҫеҫ пус — вара нихӑҫан та вырӑнтан тапранаймӑн. Нивушлӗ Андрей Петрович тӗрӗссине каларӗ? — Киле килмелле пулсан та, ҫав тери ывӑннӑ пирки диван патне аран-аран ҫитсе, саланмасӑрах ҫывӑратӑп. Фома, нимӗн ӑна кӗреймесӗр, вӗсем ҫине пӑхса тӑнӑ, хӑй шав ҫӳҫене-ҫӳҫене илнӗ. Ҫиелтен пӑхма кӗсри чип-чиперех пек курӑннӑ: шӑши тӗслӗ, усӑк хӑлхаллӑ, хӑрах куҫне шур илнӗ, анчах питех те шухӑскер пулнӑ. Эпӗ ҫак ҫула тытӑнса тухрӑм пулсан, ӑна вӗҫнех ҫитеретӗп, е каялла тавӑрӑнмастӑп. Вӑл ӑна хӑрах алӑпа картах туртрӗ, Остап пуҫӗ ҫӗрелле пӗрсе анчӗ, унтан вӑранса тӑрса ларчӗ те ыйӑх тӗлӗшпе пӗтӗм вӑйпа кӑшкӑрса ячӗ: «Ан вӗҫертӗр, ан вӗҫертӗр шуйттан ляхне! тытӑр лашине, лашине тытӑр»! Ровоама хаджин пӗчӗк те тирпейлӗ, пуян пӳлӗмӗнче туп-тулли хӑна. Кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Лось тӗлӗнмеллерех сасӑпа, шӑппӑн ыйтрӗ: — Халӗ — нимӗн те курмастӑр-и? Чӑнах та, тинӗс ҫийӗнче чылаях ҫӳллӗ икӗ фонтан пӗрхӗнсе тӑраҫҫӗ. — Чӗрӗк миль ҫывӑхне ҫитес! — тесе кӑшкӑрчӗ рулевоя Джон. Тен, ун ҫинчен аса илмелле те марччӗ манӑн. Хӗрарӑмсем ҫинчен эпир яланах ирсӗр-намӑс сӑмахсемпе калаҫаттӑмӑр, хӑш чухне хамӑртан хамӑр йӗрӗнеттӗмӗр. Яхта ҫӗртен пӗр мильре кӑна тӑрать. Утрава пурте куракан пулчӗҫ. Ку ӗнтӗ, вӑл ман ҫинчен вӑрӑ тесе шухӑшланӑпа пӗрех, халӗ те ав, ҫилленет пулас, халӗ ӗнтӗ эпир яланлӑхах хирӗҫсе кайрӑмӑр. Юпитер ҫинче те тӗнче пайӗсем Ҫӗр ҫинчи пысӑкӑшех пулсан, вӗсем ҫак чи пысӑк планета ҫийӗнче ҫичҫӗртен те ытларах пулнӑ пулӗччӗҫ. Маякин патӗнче вӑл малтан Любӑна курнӑ. Ӗлӗкрех юрӑхсӑр пӑрлӑ Арктика таҫта инҫетре-инҫетре пек туйӑнатчӗ. Хальхинче вӑл пирӗн паталла ҫывхарчӗ, чи малтанхи аслӑ вӗҫевсем ҫине вара пӗтӗм ҫӗршыв куҫ хыврӗ. Кашнийӗнех пирӗн хӑйӗн летчик идеалӗ пурччӗ, эпир вара А юлташ Л-ран лайӑхрах вӗҫет, Ч иккӗшӗнчен те лайӑхрах вӗҫет, тесе пӗр вӗҫӗмрен тавлашаттӑмӑр. Америка службин полковникӗ Бен Эйельсон хӑйӗн ваннӑ аллипе хӑйсен наци ялавне кӑкӑрӗ тавра яваланӑскерне С летчик халь ҫеҫ Америкӑна каҫарса янӑччӗ. Ҫак вӗҫев темшӗн пире тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ. Эпӗ кӗтетӗп сана… Анчах эпир Гитлерӑнне мӑйне пӑрса хуҫрӑмӑр, Европӑн икӗ виҫҫӗмӗш пайне ирӗке кӑлартӑмӑр, Берлинта ҫӗнтерӳҫӗсем пулса тӑратпӑр. Вӑл лутӑрканса, муталанса пӗтнӗ тӗмӗсем хушшинче выртать иккен. Вӑл вӑтам та тӳп-тӳрӗ пӳлӗскер, ҫав тери аванскерччӗ пулас Эпӗ мӗншӗн «пулас» тени паллӑ, мӗншӗн тесен эпӗ вӑл вӑхӑтра ун ҫинчен шутламан та. Ыраш питӗ лайӑх иккен! Тӗлӗнсе кайӑн! Курӑк та ӑнса хӑпарнӑ, ҫемҫе, сӗтеклӗ!» Ҫамрӑк манахӑн сӑн-пичӗ Петрӑннипе пӗр пекрех иккенне асӑрхамасӑр юлма ниепле те май ҫук. — Мӗн пулчӗ, Энрико? — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Крепӑсла правӑна тӳснӗ, ирӗке тӳсеймеҫҫӗ! Начар ҫӑварлӑхланӑ вӗсене. Никита чӗнмерӗ. — Ах, шуйттан мурӗ, — ассӑн сывласа каларӗ Петька, — калама ҫук йывӑр вӑхӑт! Бяла Черквара пулас пулсан вара унӑн тискер кайӑк пек пытансах пурӑнмалла пулӗччӗ, унта ӑна тӑшманӗсем те тытса пама пултараҫҫӗ, тепӗр тесен, унта ун нимӗн тумалли те ҫук. Ҫиҫӗм тапхӑр-тапхӑр вӑйлӑн ҫиҫсе йӗри-тавралӑха янкӑрах ҫутатать. — Сэр, ӑна та пӗлӗр эппин! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Роберт, ун аллине пуҫӗсем патне илсе пырса. Ӑҫта пурӑнатӑр? — Апла пулсан лар, тӑхта пӗртак. Кама мӗн кирлӗ — никам та ӑнланакан ҫук! Капитан календарь ҫине пӑхать те паян Европа тӗттӗмленет, тет (Юпитерӑн ҫав ятлӑ уйӑх та пур). Уяр каҫ пулсан, сехете тӗрӗслемелле, тет. Исидора пӑхса илни креолкӑна кӳрентермен, — кӳрентерме мар, вӑл ӑна вӑрттӑн савӑнмалла тунӑ. Кама кирлӗ, ҫавна пама пултаратӑп ӑна. Тӗксӗм хумсем хушшипе уйӑх ҫути айӗн шурӑ парӑс нумайччен курӑнса тӑчӗ. Пушарӑн сарлака хутлӑхӗ халӗ тепӗр енчен ҫывхарса килекен шӑрчӑксен линине ҫутатать; шӑрчӑксем горизонтран хумлӑн-хумлӑн вӗҫсе килеҫҫӗ те хула ҫийӗн ишеҫҫӗ. Ӗҫӗ кунта ислам тӗнӗ чура суту-илӗвне питлеменнинче. — Хӗнеме шутлаҫҫӗ пулас ӑна. Выльӑх ӗрчетекенсене кунта «скваттерам» — «кукленсе лараканнисем» теҫҫӗ, вӑл англилле глаголран fa sduaf кукленсе ларас тенинчен пулса тӑнӑ. Анчах хуҫасем хаҫата манран пытаратчӗҫ, эпӗ Сидоровран: «Мӗншӗн патшана вӗлернӗ?» тесе ыйтсассӑн, вӑл хуллен ответлерӗ: — Ун ҫинчен калаҫма хушмаҫҫӗ… — терӗ. Аякран та пулин сирӗн шурӑ ҫи-пуҫӑра курмашкӑн ӗмӗтленсе, эпӗ кунӗ-кунӗпе Покровски пахчисемпе сачӗсем ҫывӑхӗнче ҫавӑрӑнса ҫӳреттӗм. — Машинкӑпа-и ? — ыйтрӗ ҫӳҫ касакан. Лозневойпа Чернявкинӑн иккӗшӗнех ҫав нимӗҫсем каланӑ налога килсем ҫине хурса пама тиврӗ. Анчах ман сасса тата эпӗ сӑмахсене тӗрӗс пӗрлештерсе тӑнлӑ калаҫнине илтсен, вӑл хӑй тӗлӗнсе кайнине пытарса тӑраймарӗ. Вӑл эпӗ каланинчен пӗр сӑмахне те ӗненмерӗ. Мужике хирӗҫ эпӗ, тен, ун пек тӑвасшӑн та пулмӑп. Юлашки вӑхӑтра унӑн, ҫулсемсӗр пуҫне, мӗн пурри кӑна пур, — пӗтӗмпех сахалланса юлчӗ, анчах халӗ вӑл ҫулсен кӳрентермӗш йывӑрӑшне пӗртте туймарӗ. Пит ҫӑмарти ҫинче тур палли пур хӗрарӑмсем сахал-и тӗнчере? Митя ӗнтӗ маттуррӑн чупать, пакӑлтатсах калаҫать. — Любишкин кӑштах макӑрса ямасть, ӑна хирӗҫ ҫапла кӑшкӑрать: «Пултараймастӑп! Эпир хӗрӳ ӗҫ вӑхӑтӗнче хӗрӗх ҫухрӑм таран килтӗмӗр пулать те, эсир вара патшалӑх тыррине тытса тӑратӑр-и? — Инженер-механик эпӗ, пушӑ вӑхӑтра вара хамӑр заводри оперӑра юрлакалатӑп. Хула халӑхӗ хӗпӗртесе ӳкнӗ, сывлас сывлӑш та ҫынсене ӳсӗртес пек… Эпӗ тинкерсе пӑхатӑп, анчах сывлӑшра та, ҫыран хӗрринчи пекех, нимӗнле чӗрчун та курӑнмасть. «Лӑйӑхрах шухӑшласа пӑх-ха! Анчах кунтан вара вӗсем ӑҫталла кайнӑ-ха? Тепӗр енчен тата: «Епле-ха ун пек пулма ан пултартӑр?» — терӗм. Хӗрарӑм ҫинчен вӑрттӑн пӑшӑлтатса, эпӗ пӗлмӗш сӑмахсемпе, эпӗ вуламан сӑвӑсемпе калаҫма тытӑнсан — вӑл сасартӑк вӑрӑ Башкин тӗслӗ пулса кайрӗ. Вӗсем пыракан ҫул сасартӑк айккинелле пӑрӑнчӗ те тусем хушшине кӗрсе кайрӗ. Ҫук, апла пулма пултарас ҫук — тӗлӗнсе хӑраса каймалла, чӑн пулмалла мар пек, пӗртте ӗненмелле мар пек!… Вӑл тирпейлӗ кивӗ сюртук тӑхӑннӑ, тӳмисене пурне те тӳмеленӗ. Госпожина Рада (Равоама хаджи пикен келейници пулнӑран ҫапла чӗнеҫҫӗ ӑна) ҫӳллӗ те чипер, илемлӗ пике, тап-таса куҫлӑ, хитре сӑн-сӑпатлӑ, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, пуҫне ҫыхнӑ хура тутӑрӗ унӑн шур питне тата ытларах палӑртса тӑрать. Йыхравҫа хавхалантарчӗ ку. Санӑн хӑвӑн Канатнӑй урамри садра лайӑхрах пулнӑ тесе шутлатӑн-и мӗн? Кӗтесре, чӳрече айӗнче, лӳчӗркеннӗ картузне пуҫ айне хурса, Корчагин тӗлӗрсе выртать. Стефчов ҫавӑн ҫинчен чунтан хӗпӗртесе те мухтанса каласа парса, хутран-ситрен Рада енне ҫиллес кӑмӑлпа пӑхкаласа илчӗ, анчах Рада ун енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. — Мӗншӗн эсӗ килӗнте пурӑнмастӑн? Паян вӑл, пуҫӗ ҫаврӑнакан пуличченех утса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, хӑй умӗнче нимӗн те курмасӑр пырса, алӑка хыпашласа тупса кӗчӗ те, хӑйӗн койки ҫине ларчӗ. Темиҫе миллиард километртан пӑхсан, Хӗвел пӗчӗк ҫаврашка пек кӑна курӑнать, ҫав самантра ун ҫине темӗн чухлӗ пӑхса тӑрсан та, сӑнакансен куҫне вӑл шартараймасть. Ҫак плита ҫинче мӗнле килнӗ ҫапла тӗрлӗ сӑрт-ту породисем выртаҫҫӗ, утрав пӗтӗм лаптӑкӑшӗпе вунӑ е вуникӗ фут хулӑнӑш сӗткенлӗ хура ҫӗрпе витӗнсе выртать. Унччен эпӗ аллӑ пуслӑх кӗмӗл курманччӗ-ха, темшӗн вӗсем хутран-ситрен ҫеҫ курӑнкалатчӗҫ. Валька чӗрӗпӗпе айкашса нумай вӑхӑт ирттертӗм эпӗ, доктор патне кайма тухсан тӗттӗм те пула пуҫларӗ. Вӑл мӗн сана?.. Службӑна ротнӑйсем, субалтерн-офицерсем пекех, йӗрӗнкелесе кӑна ҫӳренӗ, ят-сумшӑн тенӗ евӗр, унран та сайрарах — влаҫӗ пуррипе ухмахла куштанланасшӑн хӑтланса, «фендриксене хӗстеркеленӗ». — Мӗн тума кирлӗ вӑл мана? — чунтанах тӗлӗнет Житейкин. — Вӑл пӗчӗк-ха. Шыв ҫийӗн сарӑлнӑ ҫӑра тӗтре карри уҫӑлса кайрӗ те куҫ умне пӑлханса тӑракан вӗҫӗ-хӗррисӗр сӗм тӗттӗм тинӗс тухса тӑчӗ. — Тыт, Марийка! Лешӗ, кӗрӗк пиншак тӑхӑнни, сӗтел патне пычӗ те сӗтел ҫинче ларакан бакалри эрехе ӗҫсе ячӗ, унтан пӗчӗк те илемсӗррине аллинчен тытрӗ те хӗрелсе кайрӗ. Ҫук, иртмест». «Артём, хам мӗн-мӗн курса ирттерни ҫинчен каласа парас тетӗп. Ятласа ан юлӑр! Яков уҫӑ кӑмӑллӑн кулать: — Тӗлӗнтермӗш! Ку анчах мар, тата чурасене вӑрҫрӗҫ, хӗнерӗҫ. — Атте ман урана таттарасшӑн, урана татсан, эпӗ сывӑ пулатӑп. — Ларса пыма канлӗ апла? Вӑл Нью-Йоркран Денни Уорда чӗнсе илсе унпала Билли Картей хушшинче матч организациленӗ. Вӑл кушакпа кӑшкӑрса калаҫнине илтес тесе, нумайӑшӗ стена ҫумӗнчен хӑпрӗҫ, кӗтессе хутланса ларнӑ боец-наблюдатель те, хӑй вырӑнӗнчен тухса, кушака куҫ хӗссе илчӗ те шӑши куҫ лампин хӑюне тӳрлетме тытӑнчӗ. Темӗн ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ вӑл, — спиннинг пиркиехчӗ пулӗ, — анчах ыйтмасӑр тытӑнса тӑчӗ те пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн сунарҫӑ ҫухалнӑ. Лӑпкӑ ларма ыйтатӑп, ан шавлӑр, алӑка ан шаккӑр! Атту, тупата туршӑн, ҫыхса пӑрахатпӑр та ҫӑварӑрсене пӑкӑлатпӑр. Семенова чӗнсен, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ тата йӑлтӑркка куҫлӑ кӳршӗ, мана хытах чышса, ман урасем урлӑ каҫрӗ те сӗтел патне кайрӗ. Яков Лукич вара, амӑшӗ ҫакӑн пек вырӑнсӑр ыйту панӑшӑн ытла та хытӑ тарӑхса кайнӑскер, чунтан вӗчӗхсе хуравларӗ: — Сире пурпӗрех мар-и вӑл, аннеҫӗм? Юлашкинчен ҫапах та эпӗр тепӗр пистолет авӑрларӑмӑр, икӗ билет пӗтӗртӗмӗр; билетсене вӑл эпӗ ӗлӗк персе шӑтарнӑ карттус ӑшне хучӗ; эпӗ каллех пӗрремӗш номер туртса кӑлартӑм. — Учитель, ман аттене хӑшӗ вӗлерчӗ? — ыйтрӗ Данаил, пытанса тӑнӑ ҫӗртен чи малтан тухса. — Кунтан пӗр виҫӗ миль пулать, — терӗ майор. Хӑйпе пӗрле вӑл сарӑхнӑ курӑка, хӑяха илсе кайрӗ, тарса пыракан инҫет хыҫҫӑн халь ӗнтӗ Егорушка та калама ҫук хыттӑн малалла вӗҫрӗ. Ракетӑн корпусӗ чӗтренсе кайрӗ. Ҫӗклентӗмӗр, Уйӑхӑн хура тӳремлӗхӗ инҫете тӑрса та юлчӗ. Тул ҫутӑлас умӗн чарӑнатпӑр та — шыв лӑпкӑ тӗле, ҫыран айне, сулла кӑкаратпӑр, унтан ӑна хӑвапа тирек турачӗсем касса хуплатпӑр. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑлта яратпӑр, хамӑр, кӑшт уҫӑлас тесе, шыва кӗретпӗр, шыв чӗркуҫҫи тарӑнӑш ҫӗрте хӑйӑр ҫине ларса тул ҫутӑлнине сӑнатпӑр. Эх, темӗн чухлех!.. Ҫулҫӳревҫӗсем юлашки тӑватӑ уйӑх хушшинче сахалах мар хавхаланнӑ пулин те, Ливан кедрӗсемпе тата Калифорнири мамонт йывӑҫӗсемпе тавлашма пул-таракан ҫак темӗн пысӑкӑш йывӑҫсене курсан, хавхаланмасӑр чӑтса тӑраймарӗҫ. Пӗррехинче Симурден пӗр-икӗ сӑмах каланипех спекулянтсем ҫине ҫилленнӗ халӑха (ҫилӗ час-часах кайран пӑшӑрхантаракан йӑнӑшсем патне илсе пырать) Святой Николай портӗнче супӑнь тиенӗ парӑслӑ кимме аркатса салатасран чарнӑ; тепрехинче, Сен-Лазарь хапхи патӗнче, лавсене чаракан ҫынсен хаяр ушкӑнне салатса янӑ. Тӑпра пӳрнесем хушшинче ҫу пек пӑчӑртанчӗ, унран тислӗкпе нӳрек тата кил-ҫуртпа ӗне вити шӑрши кӗрет. Кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ стариксем пуҫланӑ пӑлхав — чи хӑрушӑ пӑлхав. Прерири носилка Зеб Стумп мустангера пулӑшма ҫитнӗ-мӗн. Ҫак ӑшӑ пирӗн ҫине пӗр харӑс килес пулсан, Ҫӗр тахҫанах пӑсланса пӗтнӗ пулӗччӗ. Ученӑйсем Хӗвелӗн тулашне телескоппа сӑнаҫҫӗ. Мӗне шута илсе ун пек тунине пӗлетӗн-и эсӗ? Эпӗ, ку тӳрлетӗве йышӑнма юрамалла пулӗ тесе, шутлатӑп, мӗншӗн тесен, вӑл ӗҫе лайӑхлатать тата ССР Союзӗн Аслӑ Совечӗн президиумӗн авторитетне ӳстерме кӑна пултарать. «Этеме ҫавӑн чул чаплӑ илемлех кирлӗ-ши?» — шухӑшлать Горева, ылттӑнланӑ, тӗкӗрсем лартса тухнӑ тата пурҫӑнпа сӑрнӑ пӳлӗмсем тӑрӑх ҫӳренӗ май. — Эсӗ, шуйттан пӗлет-и тен сана… — Сывӑ-и? — хӗрлӗ йытта патакпа хӑваласа кӑшкӑрчӗ Иван Иваныч та — Калӑр-ха, тархасшӑн, кунта пурӑнать-и Настасья Петровна Тоскунова? Вӗсем, ҫак вилӗ куҫсем, савӑнса та шӑппӑн тӗлӗнсе, сӳнсе пыракан тӗксӗм ҫӑлтӑрсем ҫине те, пуҫ ҫийӗнче ирӗлекен аялтан кӑштах кӗмӗл витнӗ пӗлӗт татки ҫине те, витӗр курӑнакан ҫӑмӑл тӗтре ӗнтрӗкӗпе витӗннӗ тӳпе ҫине те киленсе пӑхнӑн туйӑнаҫҫӗ. — Эсир пушӑ-и? — тесе ыйтрӗ вӑл мана сывлӑх сунмасӑрах. «Джима тӗрмерен тартма арбуз кирлӗ мар-ҫке, акӑ мӗнле уйрӑмлӑх кунта, — тет. Ӑҫта манӑн обер-секретарь? Амӑшӗ, ывӑлӗ ҫинчен куҫ илмесӗр кӗтесре пӑхса ларса, нимӗн те чӗнмерӗ. Бруствер ҫинчен сиксе анса, халӑха хирӗҫ малалла ыткӑнса, Матвей Юргин гранатипе сулкаласа мӗнпур вӑйран кӑшкӑрса ячӗ: — Кунта-а, хӑвӑртра-ах!.. — Эпӗ унӑн именине шеллетӗп. Кам унта чӑрӑш хыҫӗнче? Эпӗ ыйтса пӗлме тытӑнтӑм, вӑл «анне ҫуккипе мана кичем» текелесе хуравларӗ. Вӑрҫӑччен, колхоз правленийӗнче пулкаланӑ чух, вӑл яланах телефон шӑнкӑртаттарасса кӗтетчӗ, уйрӑмах счетовод сӗтел хушшинче ларман чухне хытӑ кӗтетчӗ. Телефон сасси илтӗнсен вара, Яша ун патнелле ыткӑнатчӗ. Ҫавӑнтах каҫхи апат хатӗрлерӗҫ, тӳсейми ывӑнни те ҫулҫӳревҫӗсен ҫиес килнине чакараймарӗ. Полицейскисем мӑнастир хапхи патне васкаса чупса ҫитрӗҫ. Мӗн чухлӗ вӗлерсе пӗтерчӗҫ вӗсене кунта, ну, шутласа та кӑлараймӑн! Ача сӗмлӗхелле куҫӗсем ыратса кайичченех, тинкерсе пӑхса, хура кӗмӗрккесем тата вӗсем ҫинче аран ҫех йӑмӑхса ҫунакан хӑй ҫутисем тӑнине курнӑ… — Хӑнӑхаҫҫӗ! — терӗ Власова, ассӑн сывласа ярса. Островнов хыҫҫӑн алӑк хупӑнсанах, Половцев сӗтел патне пырса ларчӗ. Вӑл Тоня пӳлӗмӗнчи диван ҫинче ларнӑ хушӑра, кухньӑра хӗрӗпе амӑшӗ хушшинче калаҫу пулса иртрӗ. — Мӗншӗн эсир апла тӑватӑр? — ыйтрӗ Лушин. Ҫав пӑтравлӑ ҫырура вӑл ӑна ӑшӑ чӗререн ҫырни, уншӑн ҫав тери пӑшӑрханни сисӗнсе тӑнӑ. — Ан перӗр! Пеме юрамасть! — терӗ Гаррис. Ҫапах та, командир мӗнле пулма кирлине пӗлетӗп. Директор заместителӗпе калаҫса татӑлнӑ ӗнтӗ. Хӑш-пӗр чухне унӑн мачта тӑррисем темӗн ҫӳллӗш ҫыранта шывалла усӑнса аннӑ бук йывӑҫҫин турачӗсен айӗпе сӗртӗнсе иртет; час-часах яхтӑн винчӗсем пысӑк шыв вӑррисен лӑпкӑ шывӗсене пӑтратса илеҫҫӗ те, мӗнпур кӑвакалсемпе кайӑк хурӗсем, хир чӑххисемпе кайӑк кӑвакалӗсем тата ҫак вырӑнсенчи ытти ӗрчевлӗ чӗрчунсем ыйӑхран вӑранса кӗшӗлтетсе юлаҫҫӗ. Аран-аран палӑракан чул куписем тӗттӗм ҫӗртен ӑнсӑртран сиксе тухаҫҫӗ, вӗсем ҫине пӑхса илсен, акӑш-макӑш пысӑк шухӑша каятӑн. Вӑл ун ҫине чиркӳре тинкеререх пӑхма тытӑннӑ, унпа сӑмах пуҫарма тӑрӑшнӑ. — Аппа вилет, атте ҫавӑнта!.. — тесе кӑшкӑрать Роберт, хумсем ҫине кӑтартса. Графиня хӑйӗн именине мӗн пурӗ те хӑй качча тухнӑ ҫул пӗрре анчах пырса кайнӑ. Ун чухне те пулин унта пӗр уйӑхран ытла пурӑнман. Аялта — кӑвар хуранӗ, ҫӳлте — ялкӑшса тӑракан вучах: мачча ҫунса шӑттӑр ҫеҫ, библиотекӑна кӑвар тӑкӑнса тулать, урай ҫунса шӑтсан, пурте вӗресе тӑракан хурана йӑтӑнса анаҫҫӗ. * * * Шӑпах ҫак вырӑнта пӗр-икӗ сехет каялла вӗсем Эмиле тӗл пулнӑччӗ, Эмиль каллех ҫак тӗлтен йывӑҫ хыҫӗнчен сиксе тухрӗ те, хаваслӑн кӑшкӑрса ячӗ, картузне пуҫ тӑрринче сулласа, сиккелесе, тӳрех карета еннелле чупса пычӗ, кӑштах кустӑрмасем айне кӗрсе каймарӗ вара, лашасем чарӑничченех, хупнӑ алӑк урлӑ тапаҫланса улӑхрӗ те Санин ҫине шӑтарас пек пӑхма пуҫларӗ. Эпӗ ҫавӑнтах чейпе сахӑр тыттартӑм ӑна. Эпӗ те хам мӗн чухлӗ пултарнӑ таран, латин чӗлхипе ӑшӑ сӑмахсемпе саламларӑм; унтан эпир лашасем ҫине утланса лартӑмӑр та, Фридриксон пире ӑсатса, хыҫалтан Виргилин сӑввинчен ҫак сӑмахсене хытӑ кӑшкӑрса каларӗ: «Хӑюллӑ утар ҫулпала, Пирӗн фортуна хыҫҫӑн каймалла!» Ман пата пӗр куҫлӑхлӑ хӗрарӑм пырса тӑчӗ, вӑл та саван тӑхӑннӑ, ман пуҫ вӗҫӗнчи хура хӑма ҫине тем ҫырчӗ, — пурӗ катӑлса карӗ, ун тӗпренчӗкӗсем ман пуҫ ҫинелле тӑкӑнчӗҫ. Кун ҫинчен ӑна Ипполит Шалый тимӗрҫӗ пӗлтерчӗ, вӑл хире сеялка тӳрлетме тухсан, сӳресем суха кассисене урлӑлла мар, тӑрӑхла сӳрелесе пынине асӑрханӑ-мӗн. Хутора таврӑнсан тӳрех правление пычӗ; Чӑн та, ку ҫын Иван Боримечка пулчӗ кайрӗ. Эпӗр ун тавра лартӑмӑр та, вӑйӑ пуҫланса кайрӗ. — Манӑн халӗ вилсен те хамӑн тӗрӗслӗхе кӑтартса памалла. — Александр Македонский Вавилонире ҫапӑҫас умӗн ҫывӑрнӑ пек ҫывӑрать! — кӑшкӑрчӗ старик. Йывӑр шӑршӑ кӗрекен сарӑ шӑтӑкалла тайӑна-тайӑна пӑхса, эпӗ шӑтӑк айккинче хура та нӳрӗ хӑмасем куратӑп. Васкасах каймалла пулчӗ. Анчах эпӗ хамӑн хуҫам ҫак чире мӗнле майсемпе сыватмалли ҫинчен каласа панипе пӗтӗмӗшпех килӗшрӗм. Анчах Гленарван хӑйӗн арӑмӗ пӗтӗм тӗнчипе паллӑ ҫулҫӳревҫӗн хӗрӗ иккенне манма пултарайман. — Тавах-ха турра, паян эпӗ пӗрине хамӑр тӑпрана хыптартӑм-ха! — ҫинҫерех тепӗр сасӑпа каларӗ Бояркин. Матвей Юргин пулӑшнипе Умрихин Андрее брезент ҫине хурса сӗтӗрсе илсе килчӗ. Ҫурҫӗр енче — шыв тӑрӑх анаталла та — горизонт патне ҫитиех сӑртлӑрах уйсем сарӑлса выртаҫҫӗ, унтах, тӗллӗн-тӗллӗн, пӗчӗкҫеҫ ялсем курӑнаҫҫӗ, уй тӳписенче вара, пӗчченшерӗн, ҫӗр ҫулхи юмансем шухӑша кайнӑн тӗлӗрсе лараҫҫӗ. Манӑн савнӑскерӗм, эпир вӗт сирӗнпелен — шӑпах ҫав икӗ пай; пирӗн мӗнпурӗ пӗр: юратни те, юратманни те, шухӑшсем те, тӗлӗксем те, кӑмӑл-туртӑм та. Бенедикт пиччен ҫак ҫурхах ҫунатлисене, хӑй каланӑ пек, «вӗсен ӗҫӗн ҫимӗҫӗсӗр» хӑварас килмерӗ. Пеонсем, хӑйсен яланхи йӑлипе, ҫуран утаҫҫӗ. Ку мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Манпа ӑна — пыл та ҫу! Анчах ыйту кунта мар. — Шел, вӑхӑт ҫук, эпӗ сире Ӑмӑрткайӑк пикӗ патне те илсе кайса кӑтартнӑ пулӑттӑм. — Кӗтмелле-и? — Ӗҫсем ҫапла. — Эп сана парап ак пулӑ. Эпӗ тӳрех нимӗнех те шухӑшласа тупаймарӑм. — Свинка, — тесе персе ятӑм. — Хӑлха парӗсем шыҫнӑ. Ия, ачасем, эпӗ хӑрушӑ ӗҫ турӑм, ӳсӗр пулнӑ эпӗ, ӑссӑр пулнӑ, ҫавӑнта пӗтӗм айӑпӗ… Халь ӗнтӗ мана ҫакса вӗлереҫҫӗ, кӗтсех тӑр… ку тӗрӗс ӗнтӗ… тӗрӗс. Пӗрре пырса тӑнӑ вырӑнтан мана хускатаймӑн. Чарӑнса тӑмасӑрах, тем систернӗ пек, ҫатӑртатакан сасӑпа калаҫрӗ: — Пурнӑҫ хаклансах пырать, ҫавӑнпа ҫынсем те усалланчӗҫ. — Марийка! — хӑйне ҫеҫ пӗлтерессӗн хавасланса чӗнчӗ Огнянов. — Эпӗ хам та сирӗн пата пырас тенӗччӗ. Мӗн? Ытти вӑхӑтра яланах вӗренеҫҫӗ. Ҫак хумханса кӑшкӑрашакан ушкӑнра унта та кунта тӗркӗшӳ пуҫлансан вара, паллах, никам та ҫапӑҫакансене чаракан ҫук. Ӗҫ укҫа-тенкӗ парса тӑнинче мар… Половцев. — Эпир пурте — турӑран пулнӑскерсем… Халь Арто черечӗ ҫитрӗ. — Юнашарах вӑрҫӑ пынине ӗненмелле те мар… — терӗ Зиночка хуллен. Ҫулӑн малтанхи ҫур ҫулӗнче индеецсем пӗччен ҫӳрекен бизонсемпе антилопсене ҫеҫ курнӑ, кайран вара нумай пинлӗ бизонсен тата ытти чӗрчунсен кӗтӗвӗсем курӑннӑ. — Кун ҫинчен эсир комитетӑн ытти членӗсемпе калаҫсан аван пулӗччӗ, — терӗ Джемма ура ҫине тӑрса. Сирӗн мана каламалли сӑмахсем чӑнах пур-и е старикрен мӑшкӑлласа кулас тесе ҫеҫ чӗнме ятӑр-и? Аманнӑ ҫын тарланипе лачкам шыва ӳкнӗ, ҫавӑнпа тата хытӑрах ӑш хыпнӑ. — Ӑнлантӑн-и, тусӑм? — Монсеньор, вӑл пур, эпӗ лайӑх пӗлетӗп. Турӑҫӑм, таса турӑ амӑшӗ!.. Атте вӑл эсӗ мар… вӑл пурне те пӗлӗ-ха! — чунтан тарӑхса, куҫҫулӗ витӗр кӑшкӑрса ячӗ те Женя, Тимура шырама чупрӗ. Тӑваттӑмӗш кунне каҫхине Полутыкин господин мана илме ҫын ячӗ. — И всю ночь, напролёт, Он и пьет, и поёт, И ещё — о!.. кое-чем Занимается… Чӑтса тӑраймарӗ Тарас, кӑшкӑрса ячӗ: «Мӗнле? хамӑрӑннисене? хамӑрӑннисене? шуйттан ывӑлӗ, хамӑрӑннисене ваклатӑн?» Вӑл атту, тӗнче япали вӗт! — усаллӑн каларӗ старик. Христос епле идеалист пулса ҫӗр ҫинчи тӗллевсемшӗн пӑлханнӑ, — пӗтӗм интеллигенци те ҫавӑн пекех пулмас ӗмӗтсем хыҫҫӑн кайса пӑлхавсем тӑвать. Тепӗр хут та харӑс перессе кӗтсе кӑна тӑмаллаччӗ. Унтан вӑл юр айӗнчен пӑрланса кайнӑ кивӗ плащ-палатка чавса кӑларчӗ те унпа сестрана типтерлӗн витрӗ, ҫиелтен тата темиҫе хыр туратти витсе хучӗ… Хӑв мӗн курса пӑхманни ҫинчен лайӑх та тӗрӗс калаймастӑн, вӑл, куратӑн-и, юррине мӗнле лайӑх шутласа кӑларнӑ! — Голоплёкран Сидор килчӗ. Ывӑлӗпе хӑй уйӑрӑлса кайнине вӑл пӗрремӗш хут уҫҫӑнах туйса илчӗ; вӑл ҫав уйрӑмлӑх кунсеренех пысӑкланса пырасса та сисрӗ. Мӗншӗн эсир ҫавӑн пек хӑтланатӑр… — Епле апла? — тесе ыйтрӑм. Пирӗн подвалӑн чӳречисем нӳрӗпе кӑвакарса кайнӑ кирпӗч тӗкмеллӗ шӑтӑка тухатчӗҫ. Ячӗҫ хайхискер. Дик Сэнд хӑй те мачта ҫине час-часах хӑпарчӗ. — Эсӗ-и-ха вӑл ҫӗрле мана простыньпе витсе хӑвараканни? — Ну, апла тесен, юрӗ, турра тав. — Хамӑр ҫурта ниепле те тирпейлесе ҫитерейместпӗр, унта тата ҫынсене юсаса пар, — мӑкӑртатма пуҫларӗ карчӑк, анчах, хӑйне никам та итлеменнине кура, телеграмма пирки шухӑша кайрӗ. Приговора пурнӑҫа кӗртнӗ чухне унӑн нихҫан та команда пама тӳре килмен. Алӑк шашшулкки шалтлатнине илтсе, кӗлет айӗнчен кашкӑр тӗслӗ ҫав тери пысӑк сӑнчӑрта тӑракан аҫа йытӑ сиксе тухрӗ. Анчах мӗншӗн Динго мӑйӗпе пӗр чарӑнми ман алла хӑршалать-ха? — Саламлатӑп сана. — Ку, санӑн телею, Том Морган! — кӑшкӑрса илчӗ трактир хуҫи. — Давыдов татах тепӗр хут темле ачалла уҫҫӑн йӑл кулчӗ. Анчах пырса перӗн-ха ун ҫумне. Охо! Чӗркуҫҫи таран шывра тӑрса, хӑйӗн ҫутӑ пушмакӗпе брюкине йӗпетнӗ Сухарько пӗтӗм вӑйӗпе Павкӑн пӑталаса илнӗ аллинчен вӗҫерӗнесшӗн тӑрӑшать. — Кунта тата темле тӗмсем пур! — Кай эс ун патне, тен, сассӑрсем килӗшӗҫ… Вӗсенчен ҫурри факелсем тытса тӑчӗҫ, ыттисем эпӗ тӑма хӑтлансанах мана пеме хатӗр пултӑр тесе, ухӑсем тытса тӑчӗҫ. Зоя кӗчӗ те Николай Артемьевич умне пырса ларчӗ. Намӑсланнипе ниҫта кайса кӗреймест хӑй; анчах вӑл асапланни курса тӑракан халӑха ҫӑмӑллӑх кӳрет. Тен, пӗр чарӑнми пилӗк ҫухрӑм е ытларах та чупрӑм-и… — Юрӗ эппин. Ку ӗнтӗ вилнӗ ҫын пуҫӗ ҫине чечексенчен тунӑ пуҫ кӑшӑлӗ хунипе пӗрех. Вӑл куҫне мӑчлаттарма тытӑнчӗ, унтан ӑна офицер ҫинелле чарса пӑрахса, шиклӗн:— Ваше благороди, ку ӗҫе тума пӗлместӗп эпӗ! — терӗ. — Ак, чӗрӗ пулӑ лавкки патӗнчен иртме лекрӗ те ҫаксене туянтӑм, — терӗ Христофор атте. Ҫӑмӑлах пулман пулӗ ӑна, э? — Йӑнӑш пулса тухрӗ, хаклӑ Давыдов юлташ! Иха ӑсран тайӑлчех тейӗн. Павел, кӑвакарса кайнӑ аллисемпе кӑкӑрне тытса, авкалана-авкалана ӳсӗрнӗ. Луччӗ тата юрласа пар… «Эпӗ курнӑҫланакан хӗр, эпӗ чӗресӗр, эпӗ актриса евӗрлӗ, — терӗ вӑл ӑна пӗррехинче ман умрах. Пирӗн Ҫӗр — тӳпери япала, вӑл Хӗвел тавра ҫаврӑнать. Пӑртак агвардиенте — ҫапла калатчӗҫ пулас сирӗнле? Ҫавнашкал вӑхӑтра пӗр унра кӑна палӑракан ӑнланманлӑх унӑн пичӗ ҫинчен самантлӑха та ҫухалмарӗ. Ҫак ҫуртсене, приютсене, богадельнӑсене тӑвас ҫӗре чухӑнсен тивлечӗшӗн кам нумайрах укҫа хывать? Кӑна нимпе те ӑнлантарма май ҫук! — Итлӗр-ха, Генкок, — тесе хӑйне хӑй чарсарах ответлерӗ капитанӗ, — эпӗ заклад хурсах тавлашма юратмастӑп, анчах сире шантарсах калатӑп: Луиза Пойндекстере курсассӑн, эсир ун ҫинчен ҫавӑн пек калаҫма пӑрахатӑр. — Ах, эсир, пирӗн аттемӗр, пире ырлӑх параканӗ, — тесе калаҫма тытӑнчӗ вӑл, сӑмахӗсене тӑсса каласа, пит-куҫне ҫав тери салхулантарнӑ пек, кӗҫех куҫӗсенчен куҫҫулӗ юхтарма тытӑнас пек туса, — килсе курмашкӑн аран-аран вӑхӑт тупрӑр пулас!.. Акӑ ҫапла. Эпӗ ҫав курӑксем мӗнле ӳснине пӗлетӗп: вӗсем тинӗс тӗпӗнче вуникӗ пин футран та тарӑнрах сарӑлса выртса тӑватӑ ҫӗр атмосфера таран пусӑрӑнса тӑракан шыв ӑшӗнче ӗрчеҫҫӗ, вара вӗсем час-часах карапсене ҫӳреме чаракан ӑшӑх вырӑнсем пулса тӑраҫҫӗ. Капитана леш тӗнчене ӑсатас тесе вӑл пӗтӗм пурлӑхне пама хатӗр пулнӑ. Нумайӑшӗ, тырпул хатӗрлевӗ йӗркипе вӑрлӑхлӑх тырра та парса ятӑмӑр, тесе сӑлтав тупаҫҫӗ. Салтаксен тапӑнмалли, хӳтӗленмелли хӗҫпӑшалӗ — саппас кантрапа яваланӑ, ҫӳҫе ярса илемлетнӗ ухӑсем, ҫивӗч хӑйранӑ ҫӗҫӗсем, вӑрӑм та сарлака вӗҫлӗ сӑнӑсем, тӗлӗнмелле касса эрешленӗ пальма щит. Халӗ ӗнтӗ, врачсен калаҫӑвӗнче «ампутаци» сӑмах час та часах илтӗнме пуҫласан, ӑна хӑрушӑ пулса кайрӗ. Ачапа пӗрле пулмасанах суран ҫӗнӗрен уҫӑлнӑн, пушшех те ыратнӑн туйӑнчӗ ӑна, вара вӑл, ачашӑн ырми-канми тӑрӑшса хӑй чӗринчи асапне пусарас тесе, хӑйӗн пӗчӗк тусӗ патнелле туртӑнатчӗ. Вӑл вӗсем патне кашни кунах персе е капкӑнпа тытнӑ кӑйӑк-кӗшӗк илсе килсе тӑчӗ. — Ак тамаша! — Сана пӑшал пемелӗх хутлӑхра асӑрханӑ пулсан, тивӗҫлине калас пулать, ҫавӑн пек кучченеҫех эсӗ Дик Сэндран туяннӑ пулӑттӑн. Шарманкӑна юратнӑ пекех, тен, унтан та ытларах — вӑл хӑйпе пӗрле ҫӳрекен ҫамрӑк юлташӗсене: Арто йытӑпа пӗчӗк Сергее юратать. Кӑнтӑрла Павел хӑма ҫуракан заводра ӗҫлет, каҫхине электростанцине чупать. Штаб начальникӗ лашине Павел патне уттарса пычӗ те унтан тӑрӑхласа:— Эсир, юлташ, чупма питӗ аван пултаратӑр иккен, лашапа эсир вӗҫкӗнленсе ҫеҫ килнӗ пулас? — тесе хучӗ. Ҫисенех Алексей ҫывӑрса кайрӗ, анчах та яланхи пек мӑнаҫлӑн тӗлӗрсе мар, шӑмшака вӑй кӳртекен тарӑн ыйӑха путрӗ вӑл. — Ыйтма ирӗк парӑр: эсир салтаксемпе калаҫас тетӗр-и? Хӗлле, вунтӑххӑрмӗш ҫулхине, Пестов гимназийӗпе Лядов реальнӑй училищине пӗрлештерчӗҫ, ҫуркунне вара Бржозовская ячӗпе тӑракан хӗрсен гимназине те ҫаксемпе пӗрлештерчӗҫ. Лури — кун пирки эпир малтанах калаҫса татӑлнӑччӗ — малица айӗнчен примус туртса кӑларчӗ, аллипе ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Ирхинечченех гулять тӑвӑпӑр. Эпӗ илтнӗччӗ, кӑнтӑр полушаринче вӑл нервӑсене ҫав тери хускатса ярать, тет. Ҫынна хисеплесе пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен картусне хывса, вӑл тарӑн та путса кайнӑ тӗксӗм куҫӗсемпе хуҫине питрен пӑхать, хура кӗрен юнпа тулнӑ, хулӑм та хытӑ шӑрт ӳссе ларнӑ ҫаврака патӗнчен пӑхать. Ҫавӑнпа ӗнтӗ кашни ҫулах, ҫуркунне ҫитсен, ҫав праҫник кунӗнче вара пысӑк мар хула палламиех улшӑнса каять. Джо индеец ура ҫине сиксе тӑчӗ; унӑн куҫӗнче курайманлӑх ҫунать; вӑл Поттер пӑрахнӑ ҫӗҫҫе илчӗ те кушак пек йӑпшӑнса, пӗтӗм пӗвӗпе авӑнса илсе, йӗри-тавра чупкалама пуҫларӗ, чышмашкӑн май шырарӗ. — Лашасене тӗкӗнме хушман мана, пачах та урӑхла… — чӑннине каласа пачӗ Яков Лукич. Анчах акӑ мӗн: эсир пӗлетӗр, ҫамрӑксем тустарса ҫӳренӗшӗн султан ахаль тумастех. Ирхине сунарҫӑсен виллисене чавса кӑларчӗҫ, Огняновӑн шӑпи вӗҫне ҫите пуҫларӗ. — Чипер, анчах арҫынсем пурте королевӑна юратса пӑрахнӑ. Эрехне ӗҫрӗ те тенкел ҫине ларчӗ. Тата икӗ эрнерен Колумб Куба текен пысӑк утрава, унтан Гаити утравне ҫитнӗ. Вӑл аяккинелле пӑрӑнчӗ, каллех хӗрес ҫине пӑхса илчӗ, каялла ҫаврӑнса пӗлтерӗве тата тепӗр хут вуласа тухрӗ. — Сана, савнӑ ҫыннӑм, пӗр гектар ҫинче ӗҫлекен хӗрарӑм кирлӗ иккен, — терӗ вӑл юрланӑ пек хуҫкаланса. Кунта суккӑр ҫын, хӑй ӑҫта кирлӗ унталла мар пынине чухласа илчӗ. Вӑл, кӑшкӑрса ярса, каялла ҫавӑрӑнчӗ, тӳрех ҫул хӗрринчи канав ҫинелле чупрӗ те, ҫавӑнтах чикӗленсе кайрӗ. Чӑн та ӗнтӗ, Атӑл таврашӗнче сарӑлса пынӑ вӑйлӑран та вӑйлӑ ҫапӑҫу ҫӗнӗрен ҫӗнӗ вӑйсем ыйтнӑ чух, комисси ӑҫтан-ха ҫынсене ытлашши тиркеме пултарнӑ? «Паллас тимӗрӗн» катӑкне тӗпчесе пӗлме нумай патшалӑхсенчи академиксене яра-яра панӑ. Ӗмет те ӗмет вӑл ҫанӑн сӗткенне, хӑйӗнне вара нимӗн те памасть, сана типӗтет, хӑйне упрать, ахалех сан чӗрӳне суранлать… Ганс яланхи пекех малта пырать. — Мӗн вара? Юлашкинчен шартах сиксе хӑраса ӳкрӗ: ӑна воевода хӗрӗ ҫак вӑхӑтра выҫӑпа вилессӗн туйӑнса кайрӗ. Вӗсем сыпнӑ. — Вӑрлӑхлӑх хӑварнӑ тыррипе мӗн тӑвас? — ыйтрӗ Осип Михайлович. Любовь Фома ҫине ыйтуллӑн, кӑмӑлсӑррӑн, темӗне кӗтнӗн пӑха-пӑха илнӗ; Анчах кукӑльпе нумай чӑрманма тиврӗ вара; йӑлт асапланса пӗтрӗмӗр унпа. Виҫӗ сехет ҫурӑра мана питӗрсе хӑварчӗ те, сулла буксирпа кӑкарса, хулана ӑсанчӗ. Кораблев мана: кам пулма шухӑшлатӑн эс, тенинчен пуҫланчӗ пирӗн калаҫу. Анчах куляннинчен усси ҫук, нимӗн те тӑваймӑн, хускалмасӑр ларса аҫа ҫапасса кӗтесси ҫеҫ юлчӗ. Том ӑна вунӑ цент тыттарчӗ те никама та каламастпӑр тесе сӑмах пачӗ; ҫӳҫне ҫыхма татах ҫип туянма хушрӗ, унтан Джим ҫинелле пӑхса:— Пӗлесчӗ, Сайлас тете ҫак негра ҫактарса вӗлерттерет-ши е ҫук-ши? — терӗ. Эпӗ ытлашши вӗреннӗ ҫынах мар та, ҫавӑнпа пӗлместӗп: Горацийччи-ха?» .«Куратӑн-и мӗнле ҫын вӑл батько», хӑй тӗллӗн шухӑшласа илчӗ аслӑ ывӑлӗ Остап: «ватсупнӑ, пурне те пӗлет, хӑй ҫапах та пӗлмӗш пулать». Ромашка ҫакӑнта, куҫ умӗнче пулас пулсан, тен, ӑна вӗлернӗ те пулӑттӑм, анчах ҫапах та эпӗ ӑна ытлашши иленместӗп курнать. Эпир хӑранипе пурте урайне йӑванса кайрӑмӑр та, пӗр-пӗрин айнелле пытанма тӑрӑшса, пӗр купа пулса тӑтӑмӑр. Харьковра украинецсен пӗр-пайӗ поезд ҫинчен анса юлчӗ, вӗсен шутӗнче Окунев, Панкратов тата Корчагин пулчӗҫ. Тӗлӗнмелле, Тоня кама юратать, ахаль рабочие… Ҫав перкелешӳсенче яланах тутӑ, ӳсӗр тата лайӑх лашаллӑ хурахсем ҫиеле тухаҫҫӗ, хулӑн ырхан утлӑ ҫарӗ вӗсене ниепле те ҫӗнме пултараймасть. Вӗсем кунта пӗрремӗш хут мар килнӗ пулмалла та, пӗр-пӗрне паллаҫҫӗ; вӗсем хушшинче кахаллӑн, вӑраххӑн та лӑпкӑн, эрешмен карти пек ҫыпӑҫакан калаҫу тӑсӑлать. Унта кайма ҫул пулман. — Эпӗ те пӗтеп-и? — ытахаллӗн ҫеҫ ыйтнӑ Фома, ӗнтӗ хӑйӗнне хӑй калаҫса ӗшеннӗскер. Жухрай ҫырӑва Антонина Васильевнӑна кӑна пама хушнине Климка пӗтӗмпех манса кайрӗ, вӑл кӗсъинчен лӳчӗркенсе пӗтнӗ хут татӑкне кӑларчӗ те хӗрачана тыттарчӗ. — Мельникова кӑштах вӗлермерӗ, — терӗ пӗри. Самолет ҫаплах ҫаврӑнкаласа тӑрать, халех, ҫак самантрах, мӗн те пулин шухӑшласа кӑлармалла, мӗншӗн тесен ҫил вӑйлансах пырать. Тепӗр ҫур сехет тӑнӑ пулсан, эпир кая та юлаттӑмӑр. Хутор тӑрӑх: тырра урӑх ҫӗршывсене яма пуҫтараҫҫӗ, кӑҫал тырӑ акса хӑварасси пулмасть, кӗҫ-вӗҫ вӑрҫӑ пуҫланасса кӗтеҫҫӗ, тенӗ сӑмахсем ҫӳреме пуҫларӗҫ… Ҫаксене пула эпӗ кунта килнӗ хыҫҫӑн пилӗк уйӑхранах вӗсем калаҫнине пӗтӗмӗшпех ӑнланакан, вӗсемпе хам та аванах калаҫакан пултӑм. Ӗлӗкхи саманара Лапшинов екатериновка тенӗ хут укҫасене ылтӑн империалсемпе улӑштарма ҫулталӑкра виҫӗ хутчен станицӑна кайса ҫӳренӗ. «доджсем», «шевролесем», «мерседессем», «ганзсем», «ДКВ»сем, «йывӑҫ-клей-шыв» тесе кулӑшла ят панӑскерсем, «хорхсем», «вандерерсем», «ганемаксем», «адлерсем», «штеерсем», «фиатсем» «ягуарсем», «автоунионсем», «изотта-фраскинӑсем», «испаносуизӑсем» тата ытти нумай ятсӑр, темиҫе машина пайӗсенчен пухса тунӑ япаласем шӑваҫҫӗ. Пӗчӗк бухтӑна унӑн хӗррисемпе пӗкӗ пек кукӑрӑлса ларса тухнӑ сӑртсем океан ҫилӗсенчен сыхлаҫҫӗ. Шӑпах ӑна хирӗҫ Иван Никифорович лара парать! Лакони чура сутакан пасар ҫеҫ мар, кунта Африка ҫӗрӗ ҫинче ӳстернӗ тем тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ те пур, ӑна туса илекенӗсем те ҫумӗнчех. Унӑн тата тепӗр паха енӗ пулнӑ, — вӑл ҫӑткӑн мар пулас, Татьянӑн парне мӗн чухлӗ пуласси ҫинчен ыйтмасть. Пӗлме ҫук, тен, кунта Татьянӑн мӗнле те пулин чеелӗхӗ пытанса тӑрать пуль. Унтан, пирӗн совет хресченӗсем хӑйсен чи нумай пайӗпе колхоз хресченӗсем пулса тӑраҫҫӗ, урӑхла каласан, вӗсем хӑйсен ӗҫӗпе хӑйсен пурлӑхне хӑйне пӗччен ӗҫ ҫинче тата кая юлнӑ техника ҫинче мар, коллективлӑ ӗҫ ҫинче тата ку чухнехи техникӑн никӗсӗ ҫинче тытса тӑраҫҫӗ. Паян кӑнтӑрла мӗнле апат ҫиетпӗр? Анчах Санин Джемма сассипе мар, унпа хӑйӗнпе киленсе ларчӗ. Бретань аристокрачӗсенчен пӗрне «ҫичӗ вӑрман пуҫлӑхӗ» тесе ят панӑ. Эпӗ сире ҫавӑнта вырнаҫтарма пултарӑттӑм. Ҫӗр ҫирӗм ҫынпа вӑл лӑках тулса ларнӑ. — Уйрӑлас умӗн ыталашса чуп тӑвар пуль, учитель. Ҫав хӑйӑр пирки ӗнтӗ, — вӑл шыв ярать. Чунӑмсем! Яхта Грант капитана хӑй кӑтартнӑ порта илме кайнӑ чухнехи пекех, пурте ун ҫинчен калаҫрӗҫ. Сӗтел ҫинче, тӗрлӗрен банкӑсенче, усал шӑршӑллӑ ҫу тултарнӑ пӗчӗкҫӗ те ҫаврашка савӑтсенче, вӑйсӑр ҫутӑсем мӗлтлеткелесе илеҫҫӗ. Вӗсен аллисенче автоматсем. Кукамай, — сассине хӑпартса, Мануйлиха енне ҫаврӑнчӗ вӑл, — тӗрӗсне калатӑп вӗт эпӗ? Ну, тетӗп, вӗсен пӳлӗмӗсене кайса ухтарам-ха. — Вуниккӗ-и, ҫирӗм-и унта — пурпӗрех пурне те персе пӑрахатпӑр. Алло, итлетӗн-и? Вӗсем, походра ҫӳренинчен ытларах, ӗҫсе иртӗнсе ҫӳренӗ пек пулнӑ. Никам ҫинчен те ыйтмасть. — Мӗне кирлӗ пуш параппан ҫаптарма? — шухӑшлать малти пӳлӗмре ларакан типшӗм пит-куҫлӑ лакей. Кунӗ-кунӗпе бухта тавра ҫапкаланса ҫӳретчӗ, аякранах кӑтартакан пӑхӑр трубине илсе скаласем ҫине хӑпаратчӗ. Каҫсенче вӑл пӗрлехи пӳлӗмре, кӗтесре кӑмака умне ларатчӗ те, рома шывпа хутӑштарса, ҫак хӑватлӑ та йӳҫӗ хутӑша ӗҫетчӗ. Ун пек хӗрупраҫсем вун ултӑ, вун ҫичӗ ҫула ҫитеҫҫӗ те кашниех хитререх тумланма, хӑйне майлӑ капӑрланма тӑрӑшаҫҫӗ, майӗпен хӑйсен вӑйне, влаҫне пирӗн ҫинче виҫсе пӑхма хӑтланаҫҫӗ, ку вӑл — факт! — шухӑшларӗ Давыдов утнӑ май. Ун ҫинчен стена хаҫатне ҫырмалла тата умстатьяра, ҫынсем мӗн калӗҫ тесе хӑрамасӑрах, уҫҫӑн ҫак цифрӑсене кӗртмелле. Апла пулсан, мӗншӗн сирӗн сунас сӑмсан пӗр шӑтӑкӗнчен мар, икӗ шӑтӑкӗнчен те шӑхӑрать-ха? 5. Васкавлӑ хыпарпа ҫӳрекен ҫынна империри пӗр-пӗр инҫери хулана хӑвӑрт ҫитермелле пулсан, Ту-Этемӗн ӑна лашипе пӗрле ултӑ кун каймалӑх ҫӗре ҫитерсе ямалла та (кирлӗ пулсан) хыпарпа ҫӳрекене каялла пирӗн император величестви патне тӗрӗс-тӗкел ҫитермелле. Ҫакна уйӑхра пӗрререн ытла тумалла мар. — Шутсӑр ҫылӑхлӑ ҫынччӗ Игнат… вилессе те ав каҫарттармасӑрах вилнӗ… пӳкле пулнӑ… сехет хушшинчех, питӗ ҫылӑхлӑскерччӗ! — Кӑваккисем вӗлерчӗҫ-и, шуррисем-и? — Ну-с, господинсем, — терӗ вӑл, тарланӑ аллисене пӗр-пӗринпе сӑтӑркаласа, — малтан иртнӗ урока аса илӗпӗр, унтан вӑтам ӗмӗрсенче малалла мӗн пулса иртнипе паллаштарма тӑрӑшӑп. «Вӑл яланах ҫавӑнта пыни пит те тӗлӗнмелле, — тесе шухӑшланӑ Кольхаун хӑй ӑссӗн. — Ӑнсӑртран ӳкертӗм; вӑл ҫӗмрӗлсе кайрӗ, мӗнех вара? Пӳрнисене вӑл, тискер кайӑк чӗрнисем пекех, кукӑртса хучӗ, анчах вӗсем сывлӑша ҫеҫ тирӗнчӗҫ. — Колхоза-и? Юлашкисем ӑслӑрах пулса, сыхланарах ҫӳрес шухӑшпа — тарнӑ чух ҫурӑмран пуля пырса лекесрен хӑранипе юлчӗҫ пулӗ. Пӗрре каҫпала, эпир Хусантан Чулхуланалла кайнӑ чух, буфетчик мана хӑй патне чӗнчӗ, эпӗ кӗтӗм, вӑл ман хыҫҫӑн алӑка хупрӗ те коверлӑ табуретка ҫинче салхун ларакан Смурыя каларӗ: — Акӑ — терӗ. Капендюхин пулат ҫине хӑпарчӗ те тӗлӗнсе каларӗ: — Чӑнах та вилнӗ пулмалла… хӑй — ӑшӑ та… Атте ҫавнашкал кая юлса еркӗн хӗрарӑм патӗнчен мар, клубран таврӑнать, тесе ӑна ҫут тӗнчере никам та ӗнентерес ҫук. Шухӑшласа кӑларни мӗн пур ҫав юмахра? Гаврилӑна каллех тем амакӗ чӗтретмеллипех чӗтретрӗ. Пӑлхавҫӑсем часах шкула пухӑнса ҫитрӗҫ. Унтан: «Вӑрҫӑ пуҫланчӗ, чӗремӗр сикет» юрра юрласа пӗтернӗ хыҫҫӑн Караджов хӗрӳллӗ сӑмах каларӗ, унччен те пулмарӗ, Клисурӑ хулинче чан ҫапса ячӗҫ, ку вӑл халӑх пӑлхава ҫӗкленнине пӗлтерчӗ. Унӑн тӳрӗ те пысӑк сӑмсаллӑ, хӗрлӗ пичӗ ҫинче сенкертерех куҫсем хыттӑн ҫуталса тӑраҫҫӗ. Унта ҫитмешкӗн тата тепӗр икӗ кун хушши утмалла пулать. Вӗсен малашнехи ҫулӗ туземецсем тӑтӑшах пулакан ҫӗрсемпе иртнипе ҫулҫӳревҫӗсен питех те сыхланса пымалла пулать. Унсӑр пуҫне тата Авдотья Васильевна Любочкӑна тӗлӗнмелле лайӑх ҫын вырӑнне хурать, ӑна именчӗклӗн сума сӑвать, ҫакӑ вара мана питӗ тӗлӗнтерет. Генерал офицерсемпе пӗрле сарай патнелле утрӗ. Гудок яланхи пекех хыттӑн та ҫирӗппӗн ӳхӗрсе ячӗ. Вӗсемпе тавлашмаҫҫӗ, анчах тӗлӗнмелле сӑмахне ӗненмесӗртерех итлеҫҫӗ. — Илья патне те яр, — терӗ аслӑ Артамонов ун хыҫӗнчен пӑхса; стенара касса кӑларнӑ тӗттӗм шӑтӑкран Мирон ӑна хирӗҫ:— Илья килме пултараймасть, — терӗ. Вӗсенчен нихӑшӗ те кӳренмелле ӗҫ тӑвасшӑн пулмарӗ. Иван Иваныч князь — генерал-аншеф, пӗр-пӗччен пурӑнакан пуян старик; эппин манӑн, вунултӑ ҫулти студентӑн, унпа тӳрем ҫыхӑну тытмалла, анчах ҫав ҫыхӑну ман кӑмӑла килес ҫуккине эпӗ туйсах тӑратӑп. — Хӗнесе тӑкаҫҫех! — ҫирӗплетрӗ Игнат, пуҫӗпе сулса илсе. Кашни кунах хӗнес ҫук ӗнтӗ ҫынсене… — аванмарланса каланӑ Фома. Ҫав минутра тӗшӗрӗлсе аннӑ хум Айртона палуба ҫинчен шӑлса антарнӑ та рифсем ҫине пӑрахнӑ. Ыйӑх килмест. Эпӗ ӳсӗр ҫын патне пырса тӑтӑм, ӑна аллинчен ҫатӑртаттарса тытрӑм та, ун ҫине хыттӑн пӑхса, пӑрӑнма сӗнтӗм: «Мӗншӗн тесен, — хушса хутӑм эпӗ, — княжна мазурка ташласа тахҫанах мана сӑмах парсаччӗ», — терӗм. Армантан пӗр ҫӗр утӑм аяккарахра пур енчен те уҫӑ пӗчӗк лупасай пур. Кӑвакрах юр майӗпен хӗрелсе тискер кайӑк пуҫӗ тӗлӗнче ирӗлсе пӑсланчӗ. Казбич чупса пынӑ ҫӗртех пӑшалне йӗннинчен туртса кӑларчӗ те персе ячӗ. Пӗлӗт хуралса ҫеҫ тӑчӗ, ҫил шӑхӑрса вӗрчӗ. Ну, ҫакӑн хыҫҫӑн хаваслӑ шӳте юратакан Разметнов мӗнле тӳссе тӑтӑр-ха ӗнтӗ? — Ҫавӑ мана пуринчен ытларах аташтарать те ӗнтӗ. Яков Лукич ӑна мӗн пулса иртни ҫинчен такӑна-такӑна калакаласа пачӗ. Ҫак вӑрӑ-хурах эшкерӗ агентсем хушнине пурнӑҫламан, ҫула тухассине, ӑҫта канассине хӑйне кирлӗ пек йӗркеленӗ, каравана пӑрахса каяссине хӑратнӑ, вара агентсен час-часах салтаксем ыйтнипе килӗшмелле пулнӑ. Тата ытларах тӳлеҫҫӗ! 1797 ҫулӑн пуҫламӑшӗнче отставкӑна тухса хӑй ялне кайнӑ та, ҫавӑнтанпа унтан ниҫта та тухса ҫӳремен. Хӑйӗн вӑйне хытӑ шанса тӑнипе мустангер йӗнер таврашсӑрах утланса ларнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл ӑна пит те пулӑшнӑ пулӗччӗ. Ҫапла ҫав, тӗссемпе сасӑсем чун-чӗре е кӑмӑл-туйӑм хусканӑвӗн виҫине палӑртма май параҫҫӗ. Иха сиксе тӑчӗ те чупса кайрӗ. Ангола ҫинчен ҫынсем вӑл Африкӑри чура сутакан тӗп ҫӗршыв иккенне, чура пасарӗсем унта Бие, Касонго, Казонде ятла вырӑнсенче пухӑннине пӗлнӗ. — Испанирен турра кӗлтуса ҫылӑхӗсене каҫарттарма килнӗ ӗлӗк вӑрӑ-хурах пулнӑ старик тумтирне. Тырра Демка Ушаков виҫсе йышӑнать. Унӑн мрамор пек шурӑ пичӗ ҫинче пӗр мускул та чӗтренсе илмерӗ; хускалман куҫӗсенче пурнӑҫ хӗлхемӗ те палӑрмарӗ. Инҫетре, ҫурҫӗр-хӗвел анӑҫӗнче, хӑмӑр кӑвак тусем вӗҫе-вӗҫӗн тӑсӑлаҫҫӗ, — вӗсем ҫулӑмӑн хытса ларнӑ чӗлхисем пек шӗвӗр вӗҫлӗ те тикӗс мар. Эпӗ сана ҫак сумлӑ ӗҫ ҫинчен каласа парам-ха. Грушницкий ӑна тискер кайӑк пек сӑнаса ҫӳрет, куҫне те илмест унран: мӗн те пулин хурсах тавлашатӑп, вӑл хӑйне княгиньӑпа паллаштарӑр тесе ыранах камран та пулин ыйтать ӗнтӗ. Унтан Гусев татах мӗн те пулин кӑтартма ыйтрӗ. — Мӗнле хурахсем? — тесе ыйтрӗ Пугачев хаяррӑн. Геркулес». — Эсир пӗрне-пӗри ҫиллентерсе янин сӑлтавӗ ҫурҫӗр ҫилӗ мӗн? Гостиница хуҫи чӑнах та тӗрӗс каланӑ иккен: ун чухне Дольре пит хаяр ҫапӑҫу пынӑ. Унтан вара, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех, ҫӗкленкелесе тинкеререх пӑхма тытӑнать. Лайӑх бригадир. «Янко, пӗтрӗмӗр», — терӗ хӗр. Ку ҫӗр ӗмӗртенпех пирӗн, Тубянскисен. Анчах ку Уйӑх ҫӗрӗ иккенне асра тытмалла. Эпир вӗт сана пӗтӗм ҫут тӗнче тӑрӑх шырарӑмӑр. — Тӗрӗссипе кам? — Мӗн тума ку? — тесе ыйтрӗ хӗр, карта ҫине кӑтӑртса. Леш ҫапнипе сулӑнса кайнӑ, ҫапах та ҫавӑнтах купӑс хӗлӗхӗ пек тӳрленсе тӑрса, тепре ҫапасса йӑвашшӑн кӗтсе, куҫӗсене айӑплӑн мӑч-мӑч хупса тӑнӑ. Ненецсем вут йӗри-тавра урисене хуҫлатса пирӗн ҫине пӑхса лараҫҫӗ. Ҫавсене эп, мӗне те пулсан вӗренес тесе, тӑкакласа пӗтертӗм… Хӑвӑрӑн погонӑрсене хисеплеместӗр пулсан, мӗнле-ха ҫапӑҫма шут тытнӑ эсир? Шатраллӑрах пичӗ тарланӑ та тусанпа вараланнӑ. Тоскана кулмашкӑн юрӑхлӑ вырӑн мар, тесе Грассини синьор каланипе килӗшрӗ пулас вӑл. — Ку кам? Январьте эшелонсем Ярославль еннелле кайнӑ, Ленинград ҫыннисем валли унта уйрӑм больницӑсем тунӑ пулнӑ. Унтан хунар ӑшӗнче юлашки ҫутӑ хӗлхемӗ мӑчлатса чӗтӗрерӗ. Кукӑр-макӑр каякан шӑтӑк ерипенех аялалла, ҫӗр ӑшнелле, анса пычӗ. Том малта утрӗ. Гек ун хыҫӗнчен йӑпшӑнса танккарӗ. Кам шуйттанӗ хушнӑ-ши пире ҫакӑн пек ҫанталӑкра сӗтӗрӗнсе ҫӳреме! Эс мӗн тума килтӗн? — кӑмӑлсӑртарах ыйтупа кӗтсе илчӗ ӑна Макар. Пире ун патне кӗртмерӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл эрнипех тӑнсӑр выртрӗ, нимӗнле эмел те ӗҫмерӗ, никампа та калаҫмарӗ, ҫывӑрмарӗ, нимӗн те ҫимерӗ, ҫавӑнпа тухтӑрсем те вилсе каясран шикленчӗҫ. Ман ҫийӗмри тире нумай хутчен сӗве-сӗве илчӗҫ пулин те, эпӗ ҫӗнӗрен тир хушса пытӑм. Эпӗ санран парне кӗтместӗп вӗт. Эпӗ те пилӗк ҫул выртса ирттерес вырӑнне пӗр ҫул хӗрӳ ӗҫлессишӗн сасӑлатӑп, анчах кунта та эпир тепӗр чухне вӑя киревсӗр пӗтеретпӗр. Ылтӑн ӗмӗр ассиленсе-начарлансах пырать, Атлантида хулисенче — «мӑнтӑртан» иртӗхӳ. Анчах вӑл хӑй пӑлханса кайнинчен лӑпланчӗ те амӑшӗн куҫҫулӗпе йӗпеннӗ питӗнчен тӳлеккӗнрех, куҫне ҫивӗччӗн йӑлтӑртаттарса пӑхрӗ. Бирюк пилӗкне ҫыхнӑ пиҫиххи хушшинчи пурттине кӑларчӗ, урайне ларчӗ те хӑйӑ чӗрме пуҫларӗ. Сунарҫӑ хӑйне хӑй амантнӑ, эсир нимӗн те туман. Эпӗ ӗнтӗ икӗ хутчен тытӑнкаласа пӑхрӑм, анчах ӑшчик пӑтранать, — тетчӗ. Тинӗс ҫинчи таса сывлӑш уншӑн пӳлӗмри пӑнтӑхнӑ сывлӑшран сиплӗрех пулчӗ-мӗн. Малтан хамӑр умӑртан тем вӑрӑмӑш сулӑ ирттерсе ятӑмӑр, вӑл виле пытарнӑ чухнехи процесси евӗр вӗҫсӗр тӑсӑлать. Мӗне пӗлтерет-ха ку япала? — Халех уҫӑр. Париж революцие хӑйӗн аллине илмелле. Вӗсем ӑнланаҫҫӗ, — хресченсем ҫӗре улпутсемпе пуянсен аллинчен хӑйсен юнне юхтарса туртса илӗҫ, апла пулсан — ӑна валеҫессе те хӑйсемех валеҫӗҫ, ҫитменнине, текех хуҫасем те, тарҫӑсем те пулмалла мар валеҫӗҫ, — урӑхла мар! Вӑл ытла та кутӑн этем вара. Таҫтан аякран тупӑсемпе пени мана кӑштах илтӗнет, инҫетрен, хӗвелтухӑҫ енчен пек. Арҫынӗсем ӗҫеҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ, пӗр сӑмахпа каласан, каҫхи апат пит савӑнӑҫлӑ иртрӗ — кӑмӑла килекен аса-илӳсем нумай хӑварчӗ. Сехете майлӑ пӗр чарӑнми калаҫрӗ, хӑвӑрт та темле хурлӑхлӑн… Хуса кӑларчӗҫ. Ман патӑмра бал паян. Ҫавӑн пеккисене, пӗтӗ ӗнисенех пусаканнисене, пӗр-иккӗшне ҫапла шаплаттарӗччӗҫ те, вара ыттисем те тӑна кӗнӗ пулӗччӗҫ! Анчах халӗ пӑлхавҫӑсем хисеплӗ ҫынсем пулса тӑчӗҫ, ҫавӑнпа та унӑн преосвященстви ҫав мӗнпур киревсӗр этемсене пулӑшма хатӗр. Вӑл паллӑ вырӑн йышӑнни ун ҫине Мирон мӗнлерех пӑхнинчен те палӑрнӑ; сивӗ чунлӑ, пурне те пӑхӑнтарма юратакан, пурне те команда паракан Мирон Митьӑпа туслӑ пурӑннӑ, унпа час-часах тавлашнӑ пулсан та, нихҫан та хирӗҫмен, тавлашасса та асӑрханса тавлашнӑ. Перӗмре Фома ун валли темӗн чул парне тата тӗрлӗрен пули-пулми япаласем илсе тултарнӑ. Эпӗ куҫа уҫрӑм, унтан каллех хупрӑм: хамӑн куҫпа курни мана ҫав тери савӑнтарса ячӗ. Ватӑ тинӗс йытти «Адмирал Бенбоу» ятлӑ трактирта Сквайр Трелони, доктор Ливси тата ытти джентльменсем те манран, эпӗ мул утравӗ ҫинчен мӗн пӗлнине пӗтӗмпех ҫырма ыйтрӗҫ. — Пичче, эсӗ пире ӑҫталла каймаллине кӑна кала — сулахаялла-и, сылтӑмалла-и? Пӗр енчен анчах аван мар: хӗрсем хыҫҫӑн пит чупма юратать, теҫҫӗ. Вӑл хӑвӑрт калаҫнӑ, сӑмахӗсем унӑн чылайӑш шӑхӑру, чашкӑру ӑшӗнче ҫухалнӑ; ытлашши ҫӗтӗхсе ҫухӑрнӑ сӑмахӗсем анчах уйрӑм-уҫҫилӗ пулнӑ. Суд тӑвас йӗркене пӑсса, Кольхаун сӑмах хушать:— Манӑн пӑртак хушса калас пулать. Жухрай ҫинчен нимӗн те пӗлеймерӗ. Вӗсем ҫав тери сисӗмсӗр ҫынсем, нимӗн те туймаҫҫӗ тата кирек кама та ӗненеҫҫӗ. Лена, ӑна Воропаев калавӗсем тӑрӑх юратса пӑрахнӑскер, вӑл килнишӗн савӑнса кайрӗ. Ирхи апат ҫисен, хӗвел тухичченех якӑра ҫӗклерӗм те, кӗсъере чиксе ҫӳрекен компас пулӑшнипе ҫула ӗнерхи еннеллех тытрӑм. Ҫил ҫул майлӑччӗ. Кӑра карӑнтарнӑ хӗлӗхе сасартӑк перӗнсен, вӑл чӗтреннӗ евӗр, Петрӑн чунӗ те, унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗ те чӗтресе кайрӗ. Пурӗпӗр кунтан усалтарах пулас ҫук. Вӑл ӗнтӗ хӑй пытаннӑ ҫӗртен тухма хатӗр пулнӑ мӗн, анчах хӑрасси ҫӗнтерсе илнӗ, тепӗр минутран юланучӗ те куҫран ҫухалнӑ. Патшасем пӗр-пӗринпе тӑванла пулин те е пӗр-пӗрин хӗрне качча илни те час-часах вӑрҫӑ вӑрҫтаракан сӑлтав пулса тӑрать. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн герцог:— Ну, Капет эпир питӗ чаплӑ выляса паратпӑр, — терӗ, — ҫавӑнпа кун ҫумне тата мӗн те пулин «бис» кӑшкӑрмалли хушмалла. — Ҫавӑн пек нимӗнрен те хӑраман этемсем ҫав териех нумай пулмалла тесе шухӑшлатӑр-и вара эсир? — терӗм эпӗ. Пӗр ҫӗрте вӑл шӑлан тӗми айнелле ыткӑнса пӑхрӗ, — ӑна темскер ҫутатса илсе сывлӑшалла вӑркӑнтарчӗ. — Эс сисместӗн-и? — Ҫук. Дик Сэнд — чӑн-чӑн моряк, вӑл ҫавӑнпа ҫыран хӗррипе пыма кӑмӑлларах парать. Бекки иккӗленсе чӗнмесӗр тӑнине кура вӑл хӑйпе килешет пулӗ тесе, Том ӑна пилӗкӗнчен ыталаса илчӗ тутине унӑн хӑлхи патнех илсе пычӗ те ӑна хӑйӗн ӗлӗкхи сӑмахӗсене тепӗр хут каларӗ. Маларах ку мана, кирлӗ пулсан, ҫапла тума пулать, ҫакӑ пирен хутшӑнӑвӑн тӗрӗс, ултавсӑр вӗҫӗ пулӗ, тенӗ пеклӗнрех туйӑнса тӑратчӗ, вӑл та пулин сайра хутра кӑна. Унтан Гапкӑна чернил илсе килме хушать, вӑрлӑх чӑрканӑ хут ҫине хӑй аллипе: ку дыньӑна ҫав-ҫав числара ҫинӗ, тесе ҫырать. — Тӗрӗс, тӗрӗс! — мӑшкӑлласа илчӗ унран хуҫа. Хӗрарӑмсем ухмах вӗт вӗсем. Юлашкинчен Муана патша ҫӗнӗрен паллӑ пачӗ, вара темиҫе туземец пӗвене пӗр енчен татма пуҫларӗҫ. — Вӑхӑт ҫук, асанне, — манӑн тата пӗр ҫӗре хӑвӑрт кайса килмелле. Ҫаврӑнакан кустӑрма ҫумне ҫыхса ҫынӑн алли-урисене хуҫма, тата ытти тӗрлӗ асплантарма тытӑнсан, преступник чӗрех пулать-ха, пуҫне касса пӑрахсан вара, тусӑм, ҫавӑнтах вилет. Мӗншӗн шӑнкӑртаттарать? Унран хӑйӗнчен те пӗтӗмпех кӑнтӑрлахи хӗвел, шӑрӑхпа хӗрнӗ курӑк тата ҫамрӑклӑхӑн халиччен никам та сӑмахпа каласа пама пултарайман уҫӑ, пӗрре ҫеҫ пулакан, чун-чӗрене киленмелле тытса илекен шӑрши кӗрет… — Юратма пултарайӑр-ши! Вӗсем йӑпшӑнса утса пыраҫҫӗ, урисене тӑкӑннӑ ҫулҫӑсем ҫинелле пачах илтӗнмелле мар яра-яра пусаҫҫӗ. Лӑпланса ҫитрӗ те савӑк кӑмӑллӑн Ровоама хаджи патне кайрӗ, лешӗ ниҫтан тавҫӑраймарӗ хӗрӗн кӑмӑл мӗншӗн уҫӑлса ҫитнине. Нью-Йоркра вӗсем ҫине пӑхса йӑл кулакан ҫын, — ку, чӑн та, ытла тӗлӗнмелли япала, тухатнӑ пекех мар-и; ӑна курсан вӗсем иккӗш те шак хытса кайрӗҫ. Вырӑс ухмахне, Филаткӑна, выляса пачӗҫ. Курак йӑвинче манӑн револьвер выртать. Хӑйне хупӑрласа тӑракан шӑплӑхпа тӗттӗмлӗх витӗр ӑшра тем ҫитменнине, ҫавна ҫине тӑрсах тупмалла иккенне систерсе чарӑнми хӗтӗртекен темӗнле тӗтреллӗ туйӑм ҫӗкленнӗ, ун умне чӗре тӗпӗнче тӗлӗрекен, анчах ниепле те ҫул тупайман вӑйсене пӗлес килнӗ туртӑм тухса тӑнӑ. Владимир хӑйӗн ӗҫне манса кайиччен ӗҫ лайӑхах пыратчӗ. «Машина — вещь мертвая, а и она смазки просит». Вӑл пӑлханмасӑр калаҫрӗ, калаҫнӑ чухне майлӑ пословицӑсене аса илсе, хӑй сӑмахне вӗсен ӑслӑлӑхӗн ҫӑвӗпе сӗрсе пычӗ. Госпитальте тӑватӑ уйӑх выртнӑ хыҫҫӑн Алексей Мускавӑн ҫуллахи илемӗ ҫине ҫав тери тӗлӗнсе пӑхса пычӗ, ҫавӑн пирки те вӑл столица ҫар тумӗ тӑхӑннине, лётчиксем пек каласан — пӗрремӗш номерлӗ сыхлӑхра пулнине, хуть те хӑш самантра та тӑшманпа ҫапӑҫма ҫӗкленсе тӑма пултарнине тӑруках асӑрхаймарӗ. Анчах темиҫе минутранах вӑл хускалса аялалла анма пуҫларӗ, унтан ман пата ҫывхарсах ҫитрӗ те, ӑна уҫҫӑнах курма пултартӑм. Утрав хӗррисенче пӗр-пӗрин ҫине хӑпарса каякан сакӑлталлӑ пысӑк галерейӑсем тӑсӑлса каяҫҫӗ. Ҫав галерейӑсене пӗр-пӗринпе тата утрав тӑррипе сӗвек картлашкасем ҫыхӑнтарса тӑраҫҫӗ. — Ҫук, вӑл Тандиль сьерри ҫинче вырнаҫнӑ, кунтан пӗр утмӑл миль пулать. Ахальтен мар эсӗ темшӗн тӑтӑшах чиркӗве ҫӳре пуҫларӑн… Инсаров Елена ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ. Вӑл, алӑка шарт хупса, тухса кайрӗ. Ҫак хушӑра вӗсем сана лайӑх, е начар пӑхрӗҫ-и? тесе ыйтсан, Паганель: «Лайӑх та, начар та» терӗ, ытлашши шала кӗмесӗр. Хум чӑнкӑ ҫырана ҫапӑнса каялла сиксе ӳкнӗ пек чакса, ҫӗнӗрен «Даешь!» тесе хӑрушшӑн кӑшкӑрса малалла ыткӑнаҫҫӗ. Пӗр ҫак тискер чӗрчунран ҫӗр пичке таран кит ҫӑвӗ илме пулать. Тен, ку финвал, ҫав йышши китсем тӗклӗ ҫурӑмлӑ — ҫапла каланиех энтомологӑн тимлӗхне ӳстермелле. Полици мӑнастире пырса хӗвӗшни унта пурӑнакан хӗрарӑмсене йӑлтах пӑтӑрмахлантарчӗ, пурте хӑраса ӳкрӗҫ, пӑтрашӑнса кайрӗҫ. — Ҫавӑнпа ку таранччен ҫӗр курӑнманнинчен тӗлӗнетӗп те ӗнтӗ эпӗ. Ҫук, вӑл атӑпах иккен! Гор минренӗ пуҫӗпе сулкалашать. Хуҫа хӑйӗн кӑмӑллӑ куллине пытаратчӗ те хушатчӗ: — Каширин, пуҫтар тавара! — тетчӗ. 5) Ҫӗрле пӑхмалли подзорнӑй труба. Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне ҫитме ҫулҫӳревҫӗсене ытла та хӗн иккен! — Йӑпӑлтискер пулмалла? — терӗ стрелокӗ. Лизавета Григорьевна хӑй пӳлӗмне кайнӑ та Настьӑна чӗнсе илнӗ. Негоро палуба ҫинчен якорь хӑпартнӑ чух алпа ҫавӑракан йывӑр кӳсеке ярса тытрӗ те хӳтӗленме хатӗрленсе тӑчӗ. Лекцисене эпӗ университета хӑнӑхса ҫитнипе тата атте килтен кӑларса янипе кӑна ҫӳрерӗм. Часах ҫӳллӗ, кӑшт курпунтарах, Христос сухалӗ пек сухаллӑ, кичем куҫлӑ пуп пырса ҫитрӗ. Старик, мӑнукӗ тата ҫамрӑк казак, вӗсен тӑванӗ, виҫӗ лашапа килсе ҫитрӗҫ. Чуххӑмӑнах, выльӑх пуҫне ҫуршар пӑта яхӑн паратӑп. — Пурин айне те саратӑн-и? Пыратчӗ те ҫапла, ури ҫинче те тӑраймастчӗ, хӑй калатчӗ: «Ку темӗн мар-ха, тетчӗ, кунсерен пӗрер черкке апат умӗн сыпасси вара — вилӗм вӑл», тетч. Кукушкин малтанах салхуллӑн каласа хуни тӗрӗс пулмарӗ — ҫурхи шыв хӗрӗх иккӗмӗш палатӑран никама та юхтарса каймарӗ. Джемма ӑна чӗнмерӗ. — Чарӑн, пӗтменскер! — илтӗнчӗ аялтан тискер те хулӑн сасӑ. Пархатарсӑр чӗрчун! — Мӗнрен хӑраса ӳкрӗн? — ыйтрӗ Макҫӑм. Ман алла тытса тем пек кӑкӑрӗ ҫумне хӗсрӗ. — Мӗн пирки мӑнкӑмӑлланса ҫӳрет-ха? Ку 1846 ҫулта пулнӑ, Ҫӗнӗ планетӑна тинӗс турри ячӗпе Нептун тесе ят панӑ. — Мӗнрен хӑрамалла? Ҫак ӗҫ ҫинчен ним сас-хура тухмасӑрах юлчӗ. Анчах юрату вӑл — юрату-ха, ӗҫ вара — ӗҫ. Ку вара ун пек мар! — Ҫапла, вӑл пирӗн маркиз вӗт. Пытарнӑ укҫасем ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине тӗпчесе пӑхсан, акӑ мӗн палӑрчӗ: пытарса хунӑ укҫа шутӗнче пӗр ывӑҫ пӑхӑр укҫа тата пӗр купа урӑх темӗнле укҫа — нихҫан пырса тивмелле мар, тӗтреллӗн ҫеҫ курӑнакан асамлӑ укҫа купи. — Пӑлхавҫӑсем… Манӑн чӗрере чул выртатчӗ. Хӗпӗртесех — мӗншӗн тесен ӑна ҫирӗм пилӗк ҫул хушши ытла пӗлсе тӑраттӑм та халӗ вӑл, Катя хама каласа кӑтартнӑ май, урӑхла ҫын пек марччӗ. Вӑл сиксе тӑнӑ. — Тытӑнатпӑрах-ха! Ах, халӗ эпӗ астуса илтӗм-ҫке — эсир мононгахельски виски юратаканскер. Вӑл, хӗвел ҫинче кӗмӗл пек ялтӑракан пурттипе сулкаласа, шалчасене пит те ӑста шӗвӗртсе ҫапа-ҫапа лартать. Вӑл экспедицие ҫав тери япӑх майласа янине те пӗлнӗ, вӑл кун пирки Николай Антоныч патне те ҫырса янӑ, эпӗ ҫав ҫырусене хам куҫпа хам куртӑм. Дмитрий мана кайранхисем патне кайма сӗнмерӗ, ку усӑсӑр та килӗшӳсӗр ӗҫ, терӗ, анчах ыттисем патне паян каймаллах. Паллах, эпӗ ун патне урӑх ҫырмарӑм. Хӑмӑш витнӗ лутра та вӑрӑм ҫурт тӑррисенчен ҫӑра тӗтӗм каплана-каплана тухать, юлхавлӑн ҫӳлелле ҫӗкленет. Халӗ мӗнпур ял-йыш ҫак йӗрсем тӑрӑх кӳлӗ хӗрринелле каять; халӑх ушкӑнӗ умӗпе ача-пӑча чупса пырать, чи малта — хӑйне мӑнаҫлӑн тытакан Серёнькӑпа хаваслӑ Федька пыраҫҫӗ. Хӑй вилес пекех суранланнӑ. — Хӑвӑр мӗн пӗлнине пурне те каласа кӑтартӑр. Хӑвӑр биографинчен пуҫлӑр. Кам пулатӑр эсир? — Ҫак иртнӗ сехетре вӑл ку нимӗн те пулмарӗ-и? — тесе ыйтрӗ матроссенчен Гленарван. Анчах эпӗ туяттӑм: вӗсем хӑйсене ирӗксӗрлесе ҫеҫ, хушнӑ пирки каланӑ пек ҫеҫ калаҫҫӗ, — мана вӗсемпе пӗрле ҫыхса тӑракан ҫип темле тӳрех сӗрсе татӑлса карӗ. Вут патне полк командирӗ Пузыревский юлташ комиссарпа пӗрле систермесӗр пырса тӑрсан, вӑл вунпӗр мӑшӑр куҫ вулакан ҫине пӗр сиктермесӗр пӑхса тӑнине курчӗ. Кӳллин шывӗ тӑварлӑрах, ӗҫме пӗрре те майлӑ мар. Ку кӳлӗ «Шурӑ» ята илме тивӗҫли, Хура тинӗс «хура» ята, Хӗрлӗ тинӗс «хӗрлӗ» ята, Сарӑ шыв «сарӑ» ята, юлашкинчен, Сенкер сӑртсем «сенкер» ята илме тивӗҫлӗ пулнинчен пӗрре те ытлашши мар. Кӑна Жак Паганелӗн ирӗксӗрех йышӑнмалла пулчӗ. Хӗвеле курсан вӗсем: «вӑл шӑпах Липинцӑри евӗр», тесе шутларӗҫ, хӗпӗртенӗ пек пулчӗҫ. Сулахай енчи ҫырма ӑристансен ротисем патнелле пырса тухать, унта килкартишсенчен ҫӳп-ҫапӑ кӑларса тӑкаҫҫӗ, ун тӗпӗнче симӗс тӗслӗ ҫара пылчӑк кӳлленсе тӑрать; сылтӑм енче, ҫырма вӗҫӗнче, юшкӑнлӑ Ҫӑлтӑр пӗви йӳҫсе выртать: ҫырман вӑта ҫӗрӗ — лӑп ҫак ҫурт тӗлӗнче; ҫуррине ҫуп-ҫапӑ тӑкса купалантарса лартнӑ, унта вӗлтрен, хупах, ут кӑшкарӗ тапса тухнӑ, тепӗр ҫурринче пачӑшка Даримедонт Покровский сад ӗрчетнӗ; садра чӗлнӗ ҫӳхе хӑмасенчен ҫапса тунӑ беседка ларать, хӑмисене симӗс сӑрпа сӑрланӑ. Уринчен тытса вӑл дьяка михӗрен сӗтӗрсе кӑларма тытӑннӑччӗ. Манра Вильям ҫырӑвӗсем те пур, кӑмӑл тӑвӑр, пӗр-ик йӗрке ҫырса пама хушӑр ӑна, танлаштарса пӑхӑпӑр… Господа Дубровскисен пӳрчӗ-ҫурчӗ пӗр вӑтӑр ҫул каярах ҫӗрле тухнӑ пушарпа ҫунса кайнӑ; ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫав тавлашуллӑ имени, ҫавӑнтанпа, вӑтамран илсе шутласассӑн, ҫуллен пӗр 2000 тенкӗрен кая мар тупӑш парса тӑма пултарнӑ. Анчах ку ӗҫе тума вӑйӗ ҫитмерӗ унӑн. — Аякран тӳрре тухасшӑн, — кулса каларӗ Дубцов. — А, пурнӑҫ! Нимӗҫ ахлатса илсе, аллисене саркаласа пӑрахса, ҫывӑхри шӗшкӗ тӗми айнелле сирпӗнчӗ, купӑсӗ вара — тата аяккарах вӑркӑнчӗ. Лап тени хальхи вӑхӑтра усӑ курман авалхи сӑмах пулать, вӑл ҫӳлӗ тенине, унту сӑмах ҫӗршыв хуҫи тенине пӗлтерет. Ученӑйсем каласа панӑ тӑрӑх, Лапута тени асӑннӑ сӑмахсенчен пулса кайнӑ имӗш, пӑсса каласан вӑл Лапунту пулать. Пучахӗ те тата тӑршшипе алтупанӗ ҫине шӑнӑҫаймастчӗ. Негоро, паллах, кунта юласшӑн пуль? — хушса хучӗ вӑл, кок ҫине пӑхса. Йытта хам патран хуса яма чылай йывӑр пулчӗ. Софрон улпут сӑмахне тимлӗн итлерӗ; хутран-ситрен ӑна хирӗҫлесе каларӗ, анчах Аркадий Павлыча ни аттем, ни ырлӑх параканни тесе каламарӗ, ҫаплах, ҫӗрӗ сахалтарах ҫав, кӑшт сутӑн илсен кансӗрлеместчӗ те, тесе ҫеҫ ӳкӗтлерӗ. Амӑшӗ, сӑмсине нӑшлаттарса, вӗсем унӑн сӑмахне хӑлхана илменшӗн кӑштах кӳренсе, тухса кайрӗ. Унпа, арӑмла калаҫма пуҫласа ярсан, ун чӗри патне ҫитеймест… Вӑл доктора палларӗ те куҫ харшине пусарчӗ. Унтан мана асӑрхасан, кӑштах лӑпланнӑ пек пулчӗ. — Мӗне кирлӗ вӑл сана? Пӗррехинче тата вӑл, манашка пек тумланса, хӑйне йӗрлекен шпионпа пӗр вагонра, пӗр сак ҫинче ларса пынӑ, шпионӗ, хӑй пултаруллӑ пулнипе мухтанса, ӑна хӑй мӗнле ӗҫлени ҫинчен каласа панӑ. Ӗҫре тимлӗскер, вӑл, хӑйӗн пурӑнӑҫӗнчи трагедие пӑхмасӑрах, ударницӑсенчен юлмасӑр ӗҫлет, ҫакна кура коллектив ҫак калаҫма юратман работницӑна пысӑк ӗҫ шанса пачӗ: Тайӑна фабком членне суйларӗҫ. — Ҫиместӗп. Нимӗҫсемпе перкелешсе илнӗ хыҫҫӑн вӑрмантан тухса пӗр километр пек кайсан, полкри ҫынсем пурте пухӑнса ҫитчӗр тесе, Озеров капитан пӗр тарӑн айлӑмра колоннӑна кӑшт чарса тӑратрӗ. — Улталӑн, илмӗн, — тавӑрчӗ хӗр хавассӑн та лӑпкӑн. Эсӗ ака халӗ те хуйхӑрса тӑратӑн. Лашине хӳме ҫумне кӑкарчӗ те ман пата кӗчӗ, эпӗ ӑна чей ӗҫтертӗм; хурах пулин те, манӑн хӑначчӗ-ҫке-ха вӑл. Ҫаплах чаркаланса пусса, Егорушка сӗтел патне иртрӗ те сак ҫине такамӑн пуҫӗ ҫумне ларчӗ. — Унтан кӑшт чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн: — Юрӗ ӗнтӗ, акӑ электростанцине кайӑн эпӗ унта сан ҫинчен калаҫса татӑлтӑм! Озеров капитан нимӗҫ патнерех пычӗ. — Эсӗ тата, Аким мучи, хӑв та ула вӑкӑрна пусса пӑрахрӑн мар-и? — ӳсӗркелесе ыйтрӗ Демка Ушаков, Бесхлебновпа кӳршӗллӗ пурӑнаканскер. Вӑл тухса кайма тӑчӗ. Тосун-бей кӗтӗвӗ пӗтӗмпех хама тапӑнсан та чарса тӑраймӗ. Анчах боцманӑн халь, мӗнле калас, алли пушӑ. Анчах манма пулман, хӗрарӑм ҫав-ҫавах ун умӗнче тӑнӑ, ӑна вӑл е акӑш-макӑш шеллесе илнӗ, е ун ҫине калама ҫук тарӑхса, ҫилленсе кайнӑ. — Паллаймарӑн-им? — терӗ вӑл, йӑл кулса. — Юрать, эпӗ тухатӑп, анчах ку сана, Цветаев, пӗрре те чыс тумасть. Рита тӑчӗ те стена ҫумӗпе малти ретсем патнелле кайрӗ. Император майри тата ҫамрӑк принцсемпе принцессӑсем патша ҫуртӗнче пурӑнакан дамӑсемпе пӗрле аяккарахра лартса тухнӑ креслосем ҫинче пӑхса ларчӗҫ, анчах император учӗ ик ура вӗҫҫӗн тӑрса чӑхӑмланӑ хыҫҫӑн вӗсем пурте креслосем ҫинчен тӑчӗҫ те император патне утса пычӗҫ. Халӗ эпӗ его величествӑн сӑн-сӑпачӗ ҫинчен каласа пама тӑрӑшӑп. — Халь ӗнтӗ, — тесе кӑшкӑрчӗ Кольхаун хумханасси пӑртак лӑплансан, — мӗн пулнине эсир пурне те пӗлетӗр, анчах ҫавӑ мӗнле вӗҫленессине эсир пӗлместӗр-ха! Пӑхӑр-ха, кунта шыв та пулма кирлӗ. — А эс епле шутлатӑн? Ку тӳрлетӳсене йышӑнма кирлӗ-и? — Тата мӗн тумалла сирӗн шухӑшпа? Чӗнес-им? Мана сыхлӑх тӗлӗшӗпе мерӑсем йышӑнма ирӗк парӑр е ӗҫрен кӑларса ярӑр. Кучер Терешка нихӑҫан та, ӳсӗр чухне те пулин, нимӗн те ытлашши калаҫман. Тата мӗншӗн ӑна хӑй куккӑшӗн ывӑлӗнчен хӑтӑлма кирлӗ пулнӑ-ши? Йӑлӑмалла куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ вӑл, пӗр ҫынна та пулин тем пек курасшӑн пулчӗ, вара Бяла Черквара ӗҫсем мӗнле пынине ыйтса пӗлнӗ пулӗччӗ, май пулсан, мӗнле те пулин тумтир ыйтса улӑштарса тӑхӑнӗччӗ те питех куҫ тӗлне пулмасӑр хулана пырса кӗрӗччӗ. Чи ҫӳлти сак ҫинчен такамӑн тӑмаланнӑ пуҫӗ усӑнчӗ те контрабас пек хулӑм сасӑпа:— Васька, мӗнле кӗсен килнӗ кунта? Ҫак ҫынсем те, вут таврашӗнчи мӗлкесем те, ҫӑм миххисем те, кашни минутрах аякра ялтӑртатакан инҫетри ҫиҫӗм те — пурте халӗ ӑна чунсӑр та хӑрушшӑн туйӑнчӗҫ. «Британин» хыпарне тен ҫавӑнтах илтме пулать. Юрату йывӑрлӑхсенчен хӑрамасть, вӗсенчен кулать ҫеҫ вӑл. Дуэлянтсем йышӑннӑ вырӑнсене шӑпа ярса уйӑрнӑ. Джо индеец чунӗ ӑҫта та пулин ҫакӑнта ҫывӑхрах ҫӳрет пулӗ. Пӗрмаях ҫыран хӗррипе ут, ӳлӗмрен татах тарма лексен, хупа пӗрле пушмакпа чӑлхапуҫ ил. Ӳсӗр ҫын вара лаша ҫине утланса ларчӗ. Таврари ҫынсем ҫакна ҫеҫ сиснӗ: Кассий Кольхаунпа Мигуэль Диаз (ӑна Эль-Койот тесе ят панӑ) пит тусланса кайнӑ, ҫав тӗлӗнмелле туслашу нумайӗшне тӗлӗнтернӗ. Челнок ҫинче юлашки хут кайни Юлашки пиллӗкмӗш хут кайни малтанхисем пек лайӑх пулмарӗ. — Мӗн, эсӗ чӑнах та бомбӑсенчен хӑрамастӑн-и? — ыйтрӗ Володя. Сидоров, типшӗм те пит шӑмӑллӑскер. Лаши хӑйӗн хуҫи хыҫҫӑн пуҫне усса утрӗ. Манӑн чунӑм вырӑс чунӗ, манӑн юнӑм та вырӑс юнӗ…» — Эппин, тигрсем тата? Ҫак самантра факел, сӳнес вырӑнне ҫулӑмпах тивсе кайрӗ те, пӳлӗме пӗтӗмӗшпех ҫутатса илчӗ. — Ӑна вунулттӑра теме те пулать, — терӗ директор. Хастар лейтенант Камерон Унияниембе, Угунду витӗр Кагуэлене ҫитнӗ, унта вӑл Ливингстон ҫырса пынисене тупнӑ, Танганьика кӳллине ишсе каҫнӑ, Бамбаре тӑвӗсем урлӑ, Луалаба шывӗ урлӑ каҫнӑ, анчах юхӑма ман ку юханшывпа аялалла анайман. — Вӑхӑт ҫук манӑн. Ҫара уранах вӑл, ҫӗтӗк-ҫатӑк кӗпепе ун ӳчӗ ҫинче, пӗҫертсе янӑ пек, хӗрлӗрех кӑвак йӗрсем пуррине пурте курчӗҫ. — Пуҫласа хӗнерӗм, — шухӑшларӗ вӑл, хӑйӗн хӗрлӗ, ҫӑмламас алли ҫине кӑмӑлсӑр пӑхса. Евгений Онегина суд туни Малтанлӑха шкулта ку ӗҫпе никамах та интересленмен. Маҫилккепе хапха петлисене тӗрткелесе, вӑл тата ытларах кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса каларӗ: — Ҫынсем астума пултарнине пӗтерсе хурас пулать. Ҫакнашкал япала «Дункан» Талькагуанона килсен ултӑ кунтан пулчӗ. Пассажирсем пурте кают-компанинче. Грант капитан ачисене йӑпатас тесе, Элен ӑшӑ сӑмахсем калать. Паганель документсене ҫӗнӗрен туртса кӑларчӗ, мӗн те пулсан ҫӗнӗ кӑтартусем тупас тесе, вӗсене акӑш-макӑш хытӑ пӑхса сӑнама пуҫларӗ. Мана никам пулӑшӑвӗ те кирлӗ мар, — терӗ Павел Петрович сӑмахсене таткаласа; — тата… халь… кирлӗ… — текелесе хучӗ. Кӗрслетнӗ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ те ӗнтӗ, хушӑран, ту-сӑрт чӑрмантарман чух е ҫиле май сасӑ килнӗ чух, уйрӑммӑнах уҫҫӑн, ҫине-ҫинех илтӗнеҫҫӗ вӗсем, кун пек чух вара вӗсем ҫывӑхрах илтӗннӗн туйӑнаҫҫӗ: пӗрре темӗскер кӗрслетсе илсе сывлӑша кисретнӗн туйӑнса каять те ирӗксӗрех шарт сиктерет, кӗҫех тата, умлӑ-хыҫлӑнах, ҫине-ҫинех, барабан тӑнкӑртатнӑ евӗр, вӑйсӑртарах сасӑсем илтӗне-илтӗне каяҫҫӗ, унччен те пулмасть, ку сасса тӗлӗнмелле вӑйлӑн кӗрслетнӗ сасӑ хупласа хурать, е вӗсем пӗр-пӗринпе пӗтӗҫсе кайса, аслатиллӗ ҫӑкӑр тӑкнӑ чухнехи пек, аҫа ҫапнӑ евӗр кӗмсӗртетсе шартлатма тытӑнаҫҫӗ. — Пӗтӗмпе каласа парӑп, Марко бай, — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ килнӗ ҫын. — «Кучер? Вӑл, малтанхи пекех ҫилӗллӗ сӑнлӑскер, хӑйне вырӑн ҫине вырттарма тӑрсан, манӑн алӑсене сирсе ячӗ… Йӗри-тавра ҫап-ҫутӑ та ем-ешӗл; ҫил йывӑҫ ҫулҫисене шӗлтӗртеттерет, Зинаида ҫинчи хӑмла ҫырлин вӑрӑм аврисене хумхантарать. — Пуринчен ытла ҫакна пӗлес килет, эпир пӗр-пӗринчен инҫе-ши? Ялсене ҫитерсен те питӗ аван пулӗччӗ. Мужиксем вӗсене халлӗхе тарӑнрах пытарса хурӗҫ, кайран, нимӗҫсем ҫарата пуҫласан, ой, епле кирлӗ пулӗҫ вӑл пӑшалсем! — Кампа калаҫатӑп вара эпӗ? Вӑл вӗретнӗ шыв пек вӗри кофене пӗр курка ӗҫрӗ те (кельнера вӑл ҫиллес сасӑпа хӑйне ӗнер «пӑр пек сивӗ» кофе пани ҫинчен аса илтерчӗ), сӑрӑ, кукӑр шӑллӑ ҫӑварне Гаван сигарине хыпса, хӑйӗн йӑлипе ҫывӑрса кайрӗ; — Сухалани пулать-и ку? Анчах хӗвелпе ӗннӗ сан ҫепӗҫ аллуна ак ҫакӑнта чуптӑватӑп та тупа тусах калатӑп сана: нихҫан та, — ни яшлӑх вӑхӑтӗнчи юратӑвӑн малтанхи асапӗсемпе тертленнӗ чухне те, ни мухтавӑм ӳссе сарӑлнӑ кунсенче те, — ман чӗрем нихҫан кунашкалах чарса чарӑнман ҫулӑмпа ӗрӗхсе ялкӑшман, сан пӗртен-пӗр куллу, сан вут-кӑварлӑ кӑтрусем пӗр хут сӗртӗнниех, сан йӗпкӗн-хӗрлӗ тутун пӗр авӑнчӑкех вӑратса хускатать ҫак туйӑма манра! Ун ҫумӗнчи? Юлашкинчен тат апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсем те пур: пӗр пӗчӗк ҫыххинче ултӑ уйӑх пурӑнмаллӑх аш-какай консервипе сухари хатӗрленӗ, ӗҫмеллисенчен уртӑш ҫырли эрехӗ ҫеҫ пур, шыв пӗр тумлам та илмен. «Вӗсене пӗрле ҫыхса хӑвӑр хыҫҫӑн йӑттарса яма хушмастӑр-и? Мана сан хуҫун хӗрӗ ӑсатса ячӗ. Унтан пукан ҫинче пӗшкӗнерех Николай патне шуса ларчӗ те, лӑпкӑ пулма тӑрӑшса, мӗн те пулин манса хӑварасран хӑраса, каласа пама тытӑнчӗ. Эпӗ кӗрӗке уртса ятӑм та телефон патне утрӑм. — Ҫын юратма пуҫларӗ те — пӗтрӗ, пӗтмеллипех пӗтрӗ. — Нивушлӗ вӑл чӑнах та мана ывӑлӑмран уйӑрма шутлать? - пӑшӑлтатрӗ Уэлдон миссис. Мӗн кӗтетӗп иккен малашлӑхран?.. Ура айӗнче карниз чӗтрет, стена силленет. — Мӗн тумалла-ши? — ыйтрӗ вӑл. Ой, турӑҫӑм! Вӑл ҫӳллӗ пӳллӗ — ун пит-куҫӗ Санин пит-куҫӗпе пӗр тан пекех пулнӑ. Унӑн пурнӑҫӗнче темскер хӑйсӗр пуҫне урӑх никам та пӗлмен япала пулни сисӗнетчӗ, ҫавӑ унӑн чӗрине тапратнӑ, халӗ ӗнтӗ вӑл хӑйне-хӑй шанмасӑр, пурӑнас килмесӗрех, темле пӗрре хӑнӑхнипе ҫеҫ пурӑнни сисӗнетчӗ. Ҫапла каласа, ватӑ сунарҫӑ ура ҫине тӑчӗ те аяккалла шуса каякан хурӑнпуҫлӑ ҫӗлен хыҫҫӑн ыткӑнчӗ. — Тӗрӗс калатӑр, ваше превосходительство, — сӑмах хушрӗ исправник, — манӑн кӗсьере Владимир Дубровский паллисем те пур. Эпир тухнӑранпа виҫӗ кун та иртмерӗ, тинӗсре вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл тапранчӗ. Ҫак хаяр ҫил-тӑвӑл пилӗк кун хушши пире ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле, унтан хӗвелтухӑҫ еннелле хӑваласа кайрӗ. Кайран ҫанталӑк аванланса ҫитрӗ, анчах ҫапах та хӗвеланӑҫ енчен самаях вӑйлӑ ҫил вӗрсе тӑчӗ. Эпӗ ӑна унта яни пӗр вунӑ кун ҫитрӗ, ҫав индеецсем ҫинчен сӑмахсем тухса кайичченех ятӑм. Хуллентерех, — вӗсем ан сисчӗр! Урамсенче юрлани, ахӑрни, кӑшкӑрашни хытӑрах та хытӑрах илтӗнме пуҫларӗ. — Апла-тӑк ӗҫӗ те пӗтнӗ! — Халех пистолета пар! — терӗм эпӗ лӑпкӑн. Пурӑнас тет пулсан, пурӑнтӑр. Кам-ха хӑйне ирӗксӗрех юраттарасшӑн пултӑр? — Хаяр ача. Вӑл темшӗн тунсӑхларӗ, хӑй станицӑна килсе вырнаҫнӑранпа та кунашкал пӗрре те пулманччӗ-ха. Эсӗ яра кун миҫе лье утма пултаратӑн? Пире ҫуртасем ҫутса пачӗҫ. Бенедикт пиччепе тӑванӗсем ҫеҫ мар, ыттисем те пичче тесе хисепленӗ, чӑнах та вӑл пуриншӗн те тӑван пек туйӑнакан ырӑ кӑмӑллӑ ҫын. Хӑйӗн вӑрӑм алли-урине ниҫта чикме пӗлмест вӑл; кулленхи пурнӑҫри вак-тӗвек ыйтусене татса параймиех вӑйсӑр те тӗлсӗр ҫынна тӗнчере урӑх тупма та йывӑр пуль. Пурне те тӑраничченех пӑхсассӑн, эпӗ хама-хам кирек мӗнле ӗҫе те тума пултаракан мӑн ҫын пек шутласа, килелле тавӑрӑнатӑп. Христофор атте рясине, сӑхманне хыврӗ те, Егорушка, ун ҫине пӑхса, тӗлӗнсе хытсах кайрӗ. Миххе кӗрсе ларнӑранпах иксӳ килнипе аптраса ҫитнӗ голова тек чӑтса лараймарӗ, ҫине-ҫинех, таҫтах илтӗнмелле, хыттӑн иклетме, ӳсӗрме тытӑнчӗ. Анчах Муани-Лунга юрама тӑрӑшакан йӑпӑлтисем ҫине пӑхмарӗ те, вӗсен ҫумӗнчен урисене сарлакан пусса, ун айӗнче ҫӗр чӗтренӗ пек, тайкаланса утса иртрӗ. Вӑл хӑй ӑҫта пулнине те пӗлмен. Вӑл ниҫта та пулса курман, ҫавӑнпа та хӑйӗн Cикуньяр ятлӑ ялне тата Азэ приходне кӑна пӗлнӗ. Хӑш чухне вӑл пӗр вырӑнта ҫаврӑнса ҫӳренӗ, пӗрре утса тухнӑ ҫулпах халтан кайса каялла ҫаврӑнса килнӗ. Эпӗ утравӑн Иллинойс енчи хӗррине куҫрӑм: «Тен, телей пулӗ», — тетӗп. Мӗн пирки вӑл ҫирӗм миля таран кайса, ҫав ҫын хӳшшине кайса кӗме пултарнӑ-ха? Халех килне чупса кай та, аҫупа калаҫ: вӑл хӑй патне хӑшпӗр стариксемпе хӗрарӑмсене пытарма килӗшмӗ-ши, эпир малтанах калаҫса хурӑпӑр камсене сирӗн пата пытарасси ҫинчен. Ҫак хӑрушӑ шӑплӑх пӑлхавҫӑсен кӑмӑлне епле тавӑрнине курсах тӑрӗ вӑл, ҫапла шӑпланни пӗтӗм ӗҫе путарса хума пултарать. Эпӗ илтрӗм-ҫке вӗсем тивнине… Тӗлӗнсе те ӑмсанса пӑхнӑ Суламифь ӳчӗ ҫине хӗрарӑм-чурасем, хывӑнтарса пӗтернӗ хыҫҫӑн ӑна тӗкӗр умне илсе пынӑ. Хӗвеланӑҫнелле вара, тӑшман еннелле, таҫта ҫитиех сӗвекрех сӑртлӑ та лапамлӑ уй сарӑлса выртать; уй урлӑ тутӑхса ларнӑ тимӗр карта евӗр курӑнакан вӑрман ларать. Вӑрман патӗнчех икӗ пӳрт, иккӗшӗ те ҫурри таран ишӗлнӗ, темелле. — Джемма! Пуху хыҫҫӑнах Нагульновпа Давыдов килӗрен киле ҫӳреме тухса кайрӗҫ. Вӗсен ялан скандал! Хӑй каларӗшле, вӑл ҫав ҫыхӑсене сыпмашкӑн ҫывӑрнӑ чух тӗлӗкӗнче те тума пултарнӑ. — Чарӑн, Нюрка! Чӑлана савӑнас тата кулас шутпа кӗнӗскер, эпӗ чӗтреве ертӗм, чӗре ӑшши вӑйсӑрланса пынӑн туйӑнчӗ. — Кала-ха, тархасшӑн, кам пулать ку хӗрарӑм? — ыйтрӗ Оленин, ҫав вӑхӑтра чӳрече умӗпе иртсе пыракан Марьянка ҫине кӑтартса. Блокнот тытнӑ шакла пуҫлӑ ҫын йывӑррӑн сывласа илчӗ: — О, вӑл ҫав тери тӗттӗм кӗтесре ларать, господин обер-лейтенант! Хатӗр тӑр! — Пурин ҫинчен те сас парать, пурне те хӑйӗн сӑмахӗпе витсе хурасшӑн… Кӑнтӑрла иртсен Джонни ӗҫрен таврӑнать. Марья Николаевна хӑйӗн лашине хытӑрах тытрӗ те каллех уттарса пыма пуҫларӗ; Ҫавӑнтах вӑл ку ҫул юлашки пуласса, ыран ӗнте кунта килме те вӑй ҫитереймессе туйса илчӗ. — Халь ӗнтӗ ман куҫҫуле кӑлараймӑн. Пӑх-ха эсӗ, Ульяна, хӗрне епле ӑса кӗртрӗм эпӗ? Вӗсем чи авал пулнӑ малтанхи йышши питех те пысӑк ӳсекен йывӑҫ-курӑксем; ҫӗр фут ҫӳллӗш ликоподисем, темӗн пысӑкӑш сигиллярисем, ҫурҫӗр енчи чӑрӑш ҫӳллӗш папоротниксем, икӗ пая уйӑрлакан туналлӑ лепидодендронсем, вӗсен тӑррисем хытӑ шӑртлӑ та вӑрӑм ҫулҫӑллӑ иккен. Вӗсенче эсир хурланнине те, чунтан юратнине те тата никам ҫӗнтерейми ҫирӗплӗхе те курма пултаратӑр. — Эх, — урипе ҫӗре тапса илчӗ Пантелей. Сан пуйӑсу, хӑвӑртран хӑвӑрт васкаса, рельссем тӑрах тӑкӑртатма та чӗтренме тытӑнсан, туйӑм ултавӗ пӗтет. Анчах сухарипе те сивӗ какайпа кӑна апатланмалла пулать, — терӗ Паганель. — Вут чӗртме кирлӗ мар. — Ничево! «Сан-Антонио», «Тринидад», «Консепсион», «Виктория» тата «Сант-Яго» ятлӑ пулнӑ ҫав карапсем. Ҫак ҫӑлкуҫӗ ҫыран ҫурӑкӗнчен юхса тухать. Вӑл ҫурӑк пурӑна-киле майӗпенех тарӑнрах та пӗчӗк ҫырма пулса тӑнӑ, унтан пӗр ҫирӗм утӑмранах унӑн шывӗ хаваслӑн шавласа юханшыва пырса кӗрет. Ҫырма хӗрринче кутамас юмансем ҫӑра ҫитӗнсе ларнӑ; ҫӑлкуҫӗ ҫывӑхӗнче бархат евӗрлӗ кӗске курӑк ешӗрсе ларать; унӑн ылттӑн тӗслӗ сивӗ нӳрӗлӗхне ӗмӗрне те хӗвел ҫути кӗрсе курмасть. Ку каҫхине амӑшӗ, ҫав тӗлӗнмелле ыйтӑва ӑнланса илес тесе, ача вырӑнӗ патӗнче ытларах ларма шут тытрӗ. Мӗнле пурӑннине ху та куратӑн: тӗпренчӗксене те шута илетпӗр. Вӑл ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах унӑн вӑйӗ ҫитмерӗ пулас. — Эппин тухса ҫухал эс куҫ умӗнчен! — терӗм эпӗ Ромашкӑна. Шыва кӗнӗ чух ҫавӑн пекех, йывӑҫ урасене ҫыран хӗррине вӗҫертсе хӑварса, шыва, упӑте пек, алӑсемпе упаленсе кӗрсе каймалла-и?» Пӗр коляски ҫинче Эбнер таянса ларать, теприн ҫинче — Корчагин, ӑна тухтӑрсем утса ҫӳреме хушмаҫҫӗ; юлашки виҫӗ ҫыннинчен пӗри эстонец Вайман — Крым республикин Суту-илӳ халӑх комиссариатӗнче ӗҫлекенскер; латышка Марта Лауринь — вунсакӑр ҫулхи хӗр евӗрлӗ хура куҫлӑ хӗрарӑм; виҫҫӗмӗш Леденев — тӑнлавӗсем ҫинчи ҫӳҫӗ кӑвакара пуҫланӑ, улӑп пек ҫӳл сибиряк. Ӑнланатӑн-и? Тепӗр кун амӑшӗ шкула пынӑ та, Василий пупа йӑлӑнса, ывӑлне шкула каллех хӑварттарнӑ. Ҫапах та тӗрӗссипе калӑр-ха, Максим Максимыч хисеплеме тивӗҫлӗ ҫын вӗт?.. Аллисемпе хыпашласа, Алексей ҫамрӑк хырсем хушшине шуҫса ҫитрӗ те ҫӑмха пек чӑмӑртанса выртрӗ, янахӗ хутлатнӑ чӗркуҫҫисенех ҫитсе тӗкӗнчӗ те чӗркуҫҫийӗсене аллисемпе ыталарӗ, вара, вӑрманти сасӑсене тӑнласа, вилнӗ пек пулса шӑпланчӗ. — Вӑл выҫӑ! — кӑшкӑрса ячӗ Зинаида. — Вонифатий! Огняновпа Соколов, револьверӗсене хӗссе тытса, пульӑран пытанарах тӑма, стена хӗррине вырнаҫрӗҫ. — Ҫапах та, маларах тунӑ пулсан аванрах пулатчӗ, — терӗ Наташа — шутла-ха, мӗн чухлӗ ӗҫ… — Ҫынсем ҫине ан шан… вӗсенчен нумай ан кӗт… Вандеецсемпе акӑлчансем — Бретаньпе Британи. Мойсей Мойсеичӗ хулӑн сасӑпа шӑппӑн калаҫать, вӑл еврейле калаҫни вӗҫсӗр-хӗрсӗр «гал-гал-гал-гал» тесе тӑнӑ евӗр илтӗнет, арӑмӗ ӑна ҫинҫе сасӑпа кӑрккалла хуравлать, ун пуплевӗ «ту-ту-ту-ту» тенӗ пек туйӑнать. Кунта полк командованийӗ пуҫтарӑнса тӑнӑ. Акӑ чӗреслӗтсе ҫумӑр ҫума тапратрӗ. Ҫил-тӑвӑл, вӑйланса пырса, ҫӗр ҫинелле татти-сыпписӗр ҫумӑр тӑктарчӗ. Дубровский хӑй тӑшманӗн питӗнче усал кулӑ ҫиҫнине курса юлать. Парти губкомӗн заседанийӗ иккӗмӗш сехет пырать ӗнтӗ. — Ҫавӑн пек тумалла, ӑнлан! — Кайса евитлет вӑл, тем парсан та пурпӗр евитлет. Хӑех ҫапла калать, — тет Билл ятли. Хӗрача нимӗн те каламарӗ. Хӗрсе кайнӑ чулсем куҫа ҫисе ярас пек чӑлтӑртатса кратер ҫийӗпе ывтӑнаҫҫӗ; хӗрсе кайнӑ лава вут хыптарса тӳрем ҫӗрсем ҫине юхса анать; хӗрлӗ тӗтӗм юпи таҫта ҫити ҫӗкленсе мӑкӑрланать. Куратӑн вӗт, епле йывӑр мана ӑна каласси», тенӗ пек йывӑррӑн сывласа илчӗ. Конверчӗ лутӑрканса ҫӗтӗлмех пуҫланӑ. Адресата шыраса, вӑл ҫӗршыв тӑрӑх сахал мар ҫӳренӗ пулмалла ӗнтӗ. — Ку ӗнтӗ, сан шутупа, «пӗтӗмлетмӗпӗр» тени пулать-и? Сводкӑсенче вырӑнти ҫапӑҫусемпе разведчиксен шыравӗсем ҫинчен ҫеҫ палӑртрӗҫ. Пӑрахӑр эсир куна, Петр, тет. — Сывлӑш ҫавӑрса яма парӑр-ха хӑть. Ҫак минутра эфирта мӗн кӑна янрамарӗ пуль: атакӑна кӗрсе каяканни хӑйӑлтатакан сасӑпа вӑрҫни те, хӑйне ҫапса антарни хӑраса кӑшкӑрни те, ҫӗнтерекенӗ савӑнса кӑшкӑрни те, аманни йынӑшни те, пӗтӗм вӑя пухса ҫӳлле вираж тӑваканни шӑлӗсене шатӑртаттарни те, тем те! Паян хавильдарсем караванпа ӗлкӗрсе пырайманнисене ҫирӗм ҫынна яхӑн пуртӑпа касса вӗлерчӗҫ. — Тен — сире кӗтеҫҫӗ! — Мӗскер, начар револьвер тесшӗн-и эсӗ? Луиза малалла итлесе тӑмарӗ. Ун пуҫӗнчи шухӑшсем йӑлтах асаплӑ манӑҫлӑхпа пӑтрашӑнса кайнӑ. (Ленин, т. XXIV, стр. 94, Партиздат изданийӗ, 1935 ҫул). Каласа кӑтартать вара: пӗр уезд хулинче ҫамрӑк судье, чахуткӑллӑскер пурӑннӑ, тет, арӑмӗ унӑн — нимӗҫ майри, староверскер, ачасӑрскер, пулнӑ. Дика ҫупӑрланӑ чух Уэлдон миссис хӑй хумханнине пытарасшӑн пулчӗ, анчах куҫне ҫавах куҫҫуль тапса тухрӗ. — Разметнов халӗ ӗнтӗ шӳтлесе мар, сиввӗнрех калаҫма пуҫланӑ. Кӗпӳ арки йӗп-йӗпе. Хӑй хӳшӗре пӗчченех пулнӑ пулин те Гальвей ҫынни пӗрмаях калаҫнӑ. Юлашки сывлӑш тухса кайичченех пиллесе пурнӑп сана. — Икӗ сехет ҫурӑ. Ак мӗнре ҫӑлӑнӑҫ кӑтартса панӑ, аҫу-аннӳне пӑрах тенӗ, пурне те пӑрах, хӑна илӗртекен куҫна та кӑларса ывӑт! Вара ытла та ухмахла вилӗм пулать-ҫке, факт!» — шухӑшласа илчӗ вӑл, шанчӑкне кӗтсе куҫӗсемпе хир тӳпи еннелле пӑха-пӑха. Кубанки ун ӗнси ҫине кайса ларчӗ те унта темле майпа тытӑнса юлчӗ. Кунтан инҫетре-и? Тельмарш хӗрхеннипе хӗрарӑм ҫине йӗрсе ярас пекех хурланса пӑхать. — Мӗнле апла? Ма? — Икшер взво-одлӑх дистанципе! — ярӑнтарчӗ Шульгович. Е эсӗ, суккӑрланнӑ та, вӑл пирӗн пата кашни кун чупа-чупа килнине, ӑна та кӑна тунине, е ӗне сунине, е пахча ҫумланине-шӑварнине, е тата ҫапла мӗн те пулин тума пулӑшнине курмастӑн-и? Эсир кирек епле шухӑшлӑр тетӗп, манӑн шухӑш ҫавнашкал, кам та пулин урӑхла шухӑшлать пулсан, ан тив, шухӑшлатӑр тетӗп, вӑт ҫапла. — Атя Нежданов патне! Кунти пек турӑ ҫынниех, сӑмахласса та кунти ҫынпа сӑмахланӑ пекex сӑмахлатӑн унпа; ҫапах та чӗре патӗнчи… сӑмаха каласси патне, ҫитсен куратӑн: ҫук! ӑслӑ ҫынсем, анчах сана кирлисем мар! ҫакан пек ҫынсемех, анчах сана кирлисем мар! ҫук, тӑвансем, вырӑс чунӗ юратнӑ пек юратма, ӑспа е мӗнпе те пулин урӑххипе мар, турӑ панипе мӗн-пурӗпе, хӑвӑн ӑшӑнта пуррипе мӗн-пурӗпе юратма-а!.. пултараймаҫҫӗ!» тет Тарас; вӑл аллине сулать, кӑвакарнӑ пуҫне силлесе илет, мӑйӑхне хускатса малалла калать: «Ҫук, ун пек юратма никам та пултараймасть! Акӑ паян кӳлӗ ҫине кайса парӑслӑ кимӗпе уҫӑлса ҫӳрӗпӗр те, ыран ту ҫине хӑпарӑпӑр. Ввввв-а-аррпала!.. — икӗ хутчен ҫӑварне уҫса аран-аран каласа пачӗ Щукарь мучи. Ромашов чӳречерен пӑхрӗ. Амнистие пула савӑнса хӗпӗртени чарӑниччен пӗтӗм Италири реакционерсем пӗр-икӗ уйӑх лӑпланса ларӗҫ-ха. Анчах вӗсем влаҫа кӗрешӳсӗрех парасса шанма йывӑр. Ман шухӑшпа хӗл варринче иезуитсем, грегорианецсем, санфедистсем тата вӗсен хӳрешкисем пурте ирсӗр ӗҫсемпе киревсӗр ӗҫсем тума пуҫлӗҫ те улталаса хӑйсен енне ҫавӑрма май ҫук ҫынсене пурне те леш тӗнчене ӑсатӗҫ. Инстинктпа Луиза алӑк патнелле чупрӗ те ӑна питӗрсе лартрӗ. — Эсир вунпилӗк минутран ӗҫлеме тытӑнмасан — эпӗ пурне те штраф ҫырса хума хушатӑп! — кичеммӗн, пурне те илтӗнмелле каларӗ директор. — Эх, тӑванӑм, тӑванӑм!.. — хурлӑхлӑн хашлатса илчӗ Гаврила, пуҫне сулласа. Вӑл васкаса, вӗтӗ-вӗтӗ утӑмсемпе кӗпер урлӑ каҫрӗ, йытта чӗне-чӗне, шоссе тӑрӑх хӑпарчӗ. Хулара ҫывӑхри ялсенчен пынӑ самӑр лашаллӑ ҫирӗп мужиксем курӑнкала пуҫлаҫҫӗ, вӗсем мӗн килӗшнӗ, ҫавна лавсем ҫине тиеҫҫӗ те, хӑйсен Голуб отрядӗнчи ывӑлӗсен е ратнисен хӳттипе, каялла та малалла ик-виҫшер хут хутлама васкаҫҫӗ. — Чӑнах-и? — Пӗр тонна ҫурӑ пек. — Ман япаласене тӗкӗнме кам хушрӗ сана? — терӗ пӳлӗме кӗнӗ Володя, сӗтел ҫинчи капӑрлатакан тӗрлӗ япаласен симметрине пӑснине асӑрхаса. Анчах ҫапах та эпӗ суккӑр мар… «Allong!» терӗ ӑна Анна Васильевна ачашшӑн… Нервӑсем ҫинчен калакан наукӑна эсӗ ним чухлӗ те вӗренмен!» Санин хӑй темле пулма пултарайман япала ҫинчен калаҫнине туйман мар, анчах ӑна хӑй те ӑнланса илеймен паттӑрлӑх хыпса илнӗ. Шуҫӑм ҫути килеспе тин вӑранчӗ те сӑхманӗпе чӗркеннӗ Кондрат будка патнелле утса ҫывхарнине курчӗ. Ман ҫурт тӗлне ҫавна кӑтартса янӑ ӗнтӗ эс. — Асанне, асанне! — тесе Алексей ун еннелле туртӑнчӗ. Халӗ ӗнтӗ акӑ атте ҫук, анчах, тӳррипе каласан, халӗ ӗнтӗ унта илсе кайни те пулӑшас ҫук! Анчах эпӗ ӑна калатӑп: «Пирӗнтен хӑшӗ ухмаххи паллӑ мар-ха — ҫатан ҫумӗнче йӑваланса выртаканни-и е ура ҫинче тӑраканни-и». — Ӑҫта пултӑр тата? Вӑл Фелим чарусӑр ирландец ташшине ташланӑ ҫӗре хутшӑнса, йӗри-тавра ҫавӑрӑннӑ. Вара Носков ӑна вӗрентнӗ пек, ҫирӗппӗн хушса хучӗ: — Тата эпӗ сире усӑ кӳресшӗн, Россия тӑшманӗсене хирӗҫ служить тӑватӑп пулсан… Ҫавӑнпа герцог манӑн тӳшеке илесшӗн пулчӗ, анчах король ӑна памарӗ. Анчах ӗнентерме пултартӑм эпӗ. — Мӗншӗн-ха вара килӗшетӗр? Малтанхипе килӗшме пулать, иккӗмӗшпе тытӑнса тӑма тивет: инҫе каяс текенӗн хӑйӗн лашине упрасарах тыткаламалла. — Кунта, майор юлташ! — Кашнин айнех алтса пӑхатпӑр. — Унта пурӑнса курнӑ эпӗ, пӗлетӗп. — Эппин, эсир чикӗ леш енчен килнӗ пулать? Ҫынна хӑранипе те пеме пулать… ӑнсӑртран, асӑрхаманнипе… Ҫук, акӑ эпӗ пӑхатӑп пӑхатӑп та, мӑнастире, Оранкине каятӑп. «Мӗн терӗр-ха эсир, Иван Никифорович?» ыйтрӗ вӑл хытӑрах сасӑпа. Мэрин ыйтӑвӗсем ҫине хирӗҫ тавӑрса пырса, Айртон «Британи» Лӑпкӑ океанӑн шывӗсем ҫинче мӗнле ҫӳренисем ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ. Ун калавӗ тӑрӑх эпӗ питех те сахал ӑнлантӑм, ҫак ылханлӑ ӗҫ-пуҫӑн ҫиппи-картине манӑн икӗ уйӑх иртсен тин хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ ҫыннӑн, хысна вӑрманӗнчи хуралҫӑ арӑмӗн, ҫав кун кӑнтӑрлахи кӗлӗре пулнӑскерӗн, сӑмахӗ урлӑ ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе вырнаҫтарса лартма май килчӗ. Чуна пӑвакан пӑчлӑх сиртен килнӗ… сиртен! Кӑна Григорьев калаҫать. Кӑнтӑрла тӗлӗнче ҫимелли илсе килсе параҫҫӗ мана, каҫхине вара мана пиччесенчен пӗри улӑштарать. — Пӗлӗт ҫинчи вӑйсем! — тесе янӑ вӑл юлашкинчен. Анчах тӑлӑх арӑм мана нумай ырӑ турӗ, ҫавӑнпа сире акӑ мӗн ҫинчен каласа кӑтартатӑп. Эпӗ ҫакна каланине эсӗр никама та каламастпӑр тесе сӑмах паратӑр пулсан… Тӑна кӗр-ха эс, намӑслан, Христос ячӗпе калатӑп! Алчӑраса кайнӑ Резников Луп, аллисене хӑлаҫлантарса, кӑнттаммӑн сиккеленӗ, пӳлӗне-пӳлӗне калаҫнӑ: — Свидетель пулӑр… Вечерсенче те вӑл йывӑррӑн, мӑнтаммӑн ташланӑ, калаҫасса интереслӗ мар калаҫнӑ… Пӗчӗк шыв урлӑ хывнӑ кӗпертен иртрӗҫ те вокзал ҫумӗнчи шоссепе туннель патнелле утрӗҫ; туннель — аялта, чугун ҫул айӗнче, вӑл хулан ҫак пайне чугун ҫул районӗпе ҫыхӑнтарать. Мересьев та ҫывӑрмарӗ, вӑл хӑраса: «Неушлӗ ку унӑн пурнӑҫӗн вӗҫӗ пулать?» тесе шухӑшларӗ. Ватӑ башкир пӗр сӑмах чӗнмесӗр комендант ҫине пӑхса тӑчӗ. Пӗр пысӑк планета пулас вырӑнне — тӑватӑ пӗчӗк планета… Кукӑр-макӑр сукмаксем тӑрӑх килнипе Гленарван вӑл ӑҫтине аран ҫеҫ чухлакалать, ҫитменнине тата форта тӗтре хупӑрласа тӑрать. Пирӗн ватӑ кураксен правительстви… «Сирӗн турчки тимӗр пулмалла! — терӗ ткач, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫурӑмне хыҫкаласа. Анчах вӑл пулнӑ-и-ха. Ҫук, ӗҫ тухмарӗ. Ӗҫсӗр аптранӑ Островновпа кладовщик нумайччен Давыдовӑн, Нагульновӑн, Разметновӑн «шӑммисене шӗкӗлчесе» ларчӗҫ. — Питӗ илемлӗ! — хӗрӳллӗн каласа хучӗ Назанский. Унӑн Елена умӗнче именни иртсе кайрӗ, чӗлхи ҫыхланни те ытлашши палӑрмарӗ. Ҫынсем ун хӗрӳллӗ сӑмахне илтесчӗ тесе ҫунаҫҫӗ, типсе ҫитнӗ пыра таса ҫӑл шывӗпе кантарнӑ пек, пӗр сӑмахне сиктермесӗр итлесе тӑраҫҫӗ. «Эккей упасем! Вӑл ҫапла туни Фомана пӑлхантарнӑ. Темскер тупнӑ, тет, ун патӗнче, — тавӑрчӗ Павка. — Ҫавах! — Ачасем, эпӗ сире пурне те каласа парӑп, — терӗм эпӗ. — Ҫук, эпӗ пӗртте шикленместӗп. Шыв илсе ан кайтӑр тесе, ачасем аранах хӑйсен чӗлхисем айӗнчи путвалӗсене тасатса пыма ӗлкӗрчӗҫ. Вӗсем темӗн пекех тӑрӑшсан та, ҫапах вӗсен пырӗсем тула-тула кайрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн вара кашни хутӗнчех шутсӑр хӑсас килчӗ. Ӗнтӗ кирек мӗнле пулсан та, кунта пысӑк инкек пулса иртни паллӑ. Пӑртак канма тесе тӑрсан, Роберта вӑл хӑй патне чӗнсе илсен, ӑна географи енчен илсен практикӑллӑ сведенисемпе паллаштарать, ҫавӑнпа пӗрлех тата «Дункан» хӑвӑрт ҫывхарса пыракан ҫырансен историне каласа парать. Кӗлтурӑмӑр-кӗлтурӑмӑр эпир, йӗтӗмӗр-йӗтӗмӗр, турӑ пире, мӗн тетӗр, илтрӗ, атьсем! Ҫавӑнтах ӳсӗр хӗрарӑм сасси ҫухӑрать: — Эпӗ сана чуптутарӑп! Ҫуна тупанӗсем айӗнче шыв шӑпӑртатса пынӑ, таса мар юр лаша урисем ӑйӗнчен хӑйпӑна-хӑйпӑна сирпӗннӗ. Типсе кайнӑ темле хӗрлӗ ҫырласенчен ӑсталанӑ мӑй ҫыххи чуна пырса тивмелле сӑпайлӑхпа икӗ хутчен ҫавӑрттара-ҫавӑрттара илнӗ унӑн хӑмӑртарах, ҫӳллӗ, ҫинҫе мӑйне. Ку хутсем хушшинче «Ман арӑмӑн ҫырӑвӗсем» — тесе ҫырнӑ пакет алла лекрӗ. Эпӗ пӑшала хатӗрлерӗм, ним хускалмастӑп, кӗтетӗп. Ҫарта вӑл вунсаккӑрмӗш ҫулти ҫуркуннеренпе служить тӑвать. Эпӗ Мартын старик башни айӗнче, Катя вуланӑ вӑхӑтра ун ҫинелле пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса тӑтӑм. Урапа айне пултӑм. Малашнехи ҫинчен шухӑшлама та кирлӗ марччӗ. Ҫак майпа пӑхса ӳстернине пула Лилипутири ҫамрӑк дамӑсем хӑравҫӑлӑхпа айванлӑхран арҫынсем пекех вӑтанаҫҫӗ, капӑр тумланма юратмаҫҫӗ, тирпейпе чиперлӗхе анчах юратаҫҫӗ. Говэн сехетне кӑларчӗ, Гешана хӑлхаран темиҫе сӑмах пӑшӑлтатрӗ те тапӑнакан колонна йӗркеленме тытӑнчӗ. — Чим-ха! — кӑшкӑрса ячӗ онбаши. — Тепӗр хут персе кӑтарт… — Ӑссӑр йытӑ… Эсир пирӗн Карла пӗлетӗр-и? — терӗ вӑл ман ҫине пӑхса илчӗ те, йӑлтах шурса кайса, чӗтреме пуҫларӗ «Ҫапла эпӗ ӑна куртӑм», — терӗм эпӗ ун ҫине куҫа ҫӗклесе пӑхма хӑймасӑр; ман чӗрем сиксе тухасла тапрӗ. Стрепке мар, инкек! Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах! Унтан ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ, — ӑна таҫта, ҫӗр шӑрши кӗрекен темле тӗттӗм, ҫемҫе вырӑна татӑлса аннӑ пекех туйӑнчӗ… Ҫатӑртатни илтӗнчӗ. Лар хыҫӗнче шӑшисем кӑштӑртатса чӗриклетни илтӗнсе кайрӗ. Ромашовӑн кӑкӑрӗпе вар-хырӑмӗнче кичем, пӑтранчӑк та тӑн ҫухатнӑ чухнехи пеклӗ ӑшхыппи хытса ларчӗ. Халиччен вӑл, маннӑ тейӗн, хӑйӗн сылтӑм аллинче тӑтӑшах темӗнле ют япала пуррине пач асӑрхаманччӗ. Анчах эпӗ сана тӳррипех калатӑп: портфелли хыҫҫӑн кайӑн та ӗмӗр ӳкӗнсе пурӑнӑн! — Килӗр-ха кунта, мӗн эсир текех философипе аппаланатӑр, — чӗнчӗҫ ыттисем йывӑҫ айӗнче ларакан ҫынсене. Ун ҫулне темле кичем сӑнлӑ тачка полковник пӳлсе хучӗ. — Атьӑр. Атте шӑпланчӗ. Ҫавӑнпа ӗҫ ӑнса пырать. — Тихон, вӗҫтер пупа чӗнме… — Йӑтӑр, ҫӗклесе кӗрӗр, — хушрӗ Алексей; — Евгений Васильевич, — терӗ вӑл, унӑн сассинче ирӗксӗрех ачашлӑх янӑраса кайрӗ. — Пӗртте кӑлӑх мар! — терӗ Игнат сиввӗн, Рыбин ҫине пӑхмасӑрах. Кунта ӗнтӗ сас-чӗвӗ те илтӗнмест, ҫын ҫӳрени те курӑнмасть. Иккӗшӗ те — амӑшӗ те, ывӑлӗ те, — хӑйсен ӗҫне пӗтӗм чунтанах парӑннӑ та, пӳлӗме Макҫӑм кӗрсе тӑнине те, вӑл хӑй ҫак тӗлӗкрен вӑранса вӗсен ӗҫне кӗтмен ыйтупа пӳлмесӗр, ӑна асӑрхамарӗҫ. — Аннуся, ку мӗне пӗлтерет? — Эсӗ мӗнле шутлатӑн: ку ӗҫ пирки колхоз пухӑвӗсенче сӳтсе явмалла мар-и? Ҫакӑнта 1862 ҫулта Аргентинӑн карательнӑй отрячӗсем пӑлханса кайнисен юнне нумай юхтарнӑ. — Хӑратӑн-и? Анчах та Павел хӑйне хӑнапа ытла та сиввӗн тыткаланӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та, ӑна ҫемҫетес тесе, вӑл Рыбинран:— Тен, санӑн ҫиес килет, Михайло Иванович? — тесе ыйтрӗ. Ӗмӗр асӑрхаман эпӗ вӑл ӗҫленӗ май ҫапла хӑйне тыткаланине. Каҫчен вӑл Борт сӑмсахне ҫавӑрӑнса Кенгуру утравӗн хӗррисемпе иртрӗ. Кашни кун ман умра аякри юр тӑвӗсем тата ҫак мӑнаҫлӑ, телейлӗ хӗрарӑм тӑратчӗҫ. Пурнӑҫна кӗске виҫсе панӑ ҫав сана!» — йӑл кулать Половцев. Пӗр янки Америкӑри рабочисенчен тунӑ хӗҫпӑшаллӑ ҫӗр ҫынлӑ отрячӗпе граница урлӑ каҫса, Кӑнтӑр Калифорние ҫапӑҫса илме хатӗр тӑнӑ, вӑл приказ парасса кӑна кӗтнӗ. — Сирӗн ҫинчен ҫав тери нумай ҫыраҫҫӗ; сирӗн портретсем чи лайӑххисем теҫҫӗ. Халь ӗнтӗ эпӗ хама-хам лайӑх туятӑп, пӗртак уҫӑ сывлӑшра ӗҫлекелесен те чӑрмантармӗ. Инҫетре хӑвӑрт ҫывхарса килекен ҫутӑ курӑнса кайрӗ. Иманус ӑшчикки тӑвӑлса килнипе мӗкӗрсе ячӗ: — Эсӗ вӑрӑ-хурах кӑна мар иккен, ухмаха та ернӗ! Виҫӗ сехет хушшинче, ыйхӑран вӑранмасӑрах, вӑл пысӑк мар тӗм тавра ҫапла хырӑмпа шусах ҫуррине ҫаврӑнчӗ. Аллисене хӗреслӗ тытса Джон ҫак ниҫтан ҫитме май ҫук ҫӗр ҫине пӑхса тӑрать. Эпир пӗрлехи уявсем, ҫав тери чаплӑ киленӳ-йӑпану йӗркелетпӗр. Ывӑлӗпе Андрей кӑнтӑрлахи апат ҫиме таврӑнсан, амӑшӗ нимрен малтан вӗсенчен:— Ну, мӗнле? Эпӗ мӗн те пулин каласса кӗтсе, вӑл пӑртак чӗнмесӗр тӑчӗ. Анчах эп шарламарӑм. — Вӑхӑт ҫитичченех ан хуйхӑр-ха, — тенӗ Пӑлаки. «Кала, эпир пурте кунта». Хисеплӗ Мария Васильевна! — Килӗшетӗп! — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ. Каярахпа тин улпут майри балкон ҫине тухса тӑчӗ. Сергей тытса тӑракан шӗлепке ҫине пӗчӗк ҫутӑ укҫа ывӑтса пачӗ те хӑй ҫавӑнтах пӳлӗме кӗрсе ҫухалчӗ. Кунсӑр пуҫне тата тепӗр сас-хура та ҫӳрет-мӗн: мана, аттерен туртса илсе, пӑхса ҫитӗнтерме тӑлӑх арӑма парас тӗлӗшпе ҫӗнӗ процесс пуҫласшӑн, ку хутӗнче хӑйсем ҫӗнтерессе шансах тӑраҫҫӗ пулать. Тусанпа тӗксӗмленнӗ сенкер кӑнтӑр пӗлӗчӗ — пӑтранчӑк; хӗрӳ хӗвел симӗсрех тинӗс ҫине сӑрӑ ҫӳхе чаршав витӗр пӑхнӑ пек пӑхать. Ҫак чун патӗнчи сӑмахсене Кралич хӑй йӗрсе ярасса ҫити итлерӗ. — Нимӗнех те ытлӑшши туман эпӗ, пичче, — терӗ вӑл, сывлӑшне ҫаплах йывӑррӑн ҫавӑрса. — Санпа эпир иккӗшне вӗлертемӗр, анчах ҫаксем пек тискер кайӑксем пинӗ-пинӗпе-ха. Павел, тарӑн та ҫемҫе пукан ӑшне кӗрсе ларса, куҫкӗски ҫинче хӑйӗн хӑюсӑр та именчӗклӗ санне курчӗ. Горева тата, хытӑ чӗреллӗскер, шӑрчӑк, мӑнкӑмӑллӑ хӗрарӑм, «чул чечек», ӑна корпус штабне звонить тума тата хӑй патне хӑнана чӗнме пуҫланӑ е ун патне политотдел блиндажне пӗр именмесӗр пынӑ; вара, ывӑннипе куҫӗсене мӑчлаттара-мӑчлаттара, политруксен темле сборӗсем е хӑй пухакан салтак такмакӗсем ҫинчен Воропаев каласа кӑтартнисене итленӗ, кайран тайӑнса ларнӑ та зуммер сасси тата шӑрӑхпа кукӑрӑлнӑ фанера алӑк чӗриклетнӗ сасӑ ҫеммипе ҫывӑрнӑ, Воропаевӑн хӑйӑлти, ир енне урмӑшса ҫитекен хаяр баритонне итленӗ. Яланах турӗ чунлӑ пулма тӑрӑшакан хӗрарӑма пурнӑҫ тума питӗ йывӑр. Чӑнах та, пултаруллӑ врач пуҫҫӑн упӑшка чӑлхине сапласа ларасси — чылай айван япала, тата вӑл хӑйӗн чӑлхисене те путлӗн саплама пӗлсех каймасть, анчах вӑл упӑшкине чӑлха сапласа пама та хатӗр. Стена ҫинчен пӗчӗк тӗкӗре вӗҫертсе илсе, карчӑк шпалер татӑккине ҫӗклентерчӗ: — Пӑхӑр — ҫавӑ-и? Вӑрманта вӑл, ҫывӑрса каяс мар тесе, аран-аран чӑткаласа, лайӑх канса илчӗ те унтан лагерь патнелле уттарчӗ. Унӑн пичӗ ҫинче Монтанеллин сӳнсе ларнӑ, шанчӑкне ҫухатнӑ куҫӗсем пӑхни палӑрса юлнӑ пек туйӑнчӗ. Вара вӑл ак мӗнле чӑрсӑр шухӑш тытрӗ: тӗрӗксен тав-шуй хускалнӑ ялӗсем витӗр иртсе Бяла Черквана ҫитсе кӗмелле, унта пӑлхав ялавӗ ҫӗклемелле. — Ҫавӑ пулмалла, — терӗ Гленарван. Инсаров, хӑй пӳлӗмӗнче ларса, Болгаринчен «ҫула май» парса янӑ ҫырӑва виҫҫӗмӗш хут вуласа тухрӗ; кун пек ҫырусене почтӑпа яма хӑрушӑ. Ҫӗр ҫинче ҫынсем пурӑнмаҫҫӗ пулмалла… Ҫав тери вӗри хӗрсе кайнӑ планета ҫинче мӗнле пурнӑҫ пултӑр? — тесе шухӑшлаҫҫӗ пуль. — Ну, тусӑмӑрсем, халь килнисем ултавҫӑсем-и, ултавҫӑсем мар-и, пӗлместӗп, анчах кусем иккӗшӗ ултавҫӑсем мар пулсан, эпӗ вара тӑр-ухмахах, урӑх никам та мар! Ман шутпала, вӑл хӑйӗнпе хӑйӗн ӗҫӗ хушшинче пулмашкӑн турӑна та ирӗк парас ҫук. Пыра шӑнтса пӑсрӑм. Пысӑк пит-куҫӗ ун, капюшон хӳттинче татах та пысӑкрах пек курӑнаканскер, вӑл лӑпкӑ та хурланчӑклӑ ҫын иккенне палӑртса тӑнӑ. — Кана эп ӑнланатӑп! — тенӗ Фома. Симӗс курӑк нарциссемпе чӑпарланакан тусем ҫинче шур путексен тӗлӗнсе каймалла чипер кӗтӗвне кӗтетӗп эпӗ. Тыркассем шиклӗн шӑй-шай шӑхӑркалама тытӑнчӗҫ, путенесен сасси уҫҫӑнах янӑраса илтӗнекен пулчӗ, хир кӑрккин вӗри ачашлӑхпа мӑшӑрне йыхӑракан сасси шӑпланчӗ. Пуп таврашсем те, ыйткалакансем те ҫук, ҫӑра хӗрес ушкӑнӗ ӑшӗнче эпир тӑваттӑн ҫеҫ. — Мӗнле-ха вара, Макс, енчен… енчен вӑл вара ман ачапа мӗн пулса тухӗ-ха? — Сӑмахӑма каласа пӗтеричченех итле ха мана, — терӗ профессор, сассине хӑпартса. — Бенедикт пичче, пӑхӑр-ха! Тинӗс ҫинчи хӗрлӗ лаптӑка куратӑр-и? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Анчах эсӗ ӑна ман ятпа вӑрттӑн кала: вӑл бригадӑна тепӗр хут пӑтратма шутласан, ҫынсене тӗрлӗ усал ӗҫ тума илӗртсен, вара ӑна лекетех! Иккӗшӗ те вара кунта ӑнсӑртран килсе ҫакланнӑ хӑна ҫине пӑхма пуҫларӗҫ. — Хаҫатсенче пирӗн ҫинчен, купецсем ҫинчен, яланах питлешсе ҫыраҫҫӗ: вӗсем культурӑпа паллашман, уншӑн тӑрӑшмаҫҫӗ, ӑна ӑнланмаҫҫӗ, — теҫҫӗ ялан. Ҫавӑнпа вӑл малалла куҫма чарӑнмарӗ. Дворникӗн сӑмахӗсенче суялӑх тупма тӑрӑшса, Артамонов вӗсене пит те тинкерсе, шанмасӑр итлерӗ, анчах Тихон, яланхи пекех, нимӗн те пӗлме тӑрӑшман ҫын сассипе калаҫрӗ. Кашни ӑнӑҫлӑ фокус хыҫҫӑн вӑл уҫҫӑн та хавассӑн вӗрнӗ, ҫав хушӑрах учителӗ тӗлӗннӗ, вӑл та хӗпӗртенӗ тата аллисене шӑлкаланӑ. Петр вырӑн ҫинче — аллисене пуҫ хыҫне тытса, сухалне маччаналла каҫӑртса выртать, арӑмӗ ҫине чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет, Наталья ӑна темле машина пек, унӑн маҫӗнчен пӗҫернӗ севрюга шӑрши кӗнӗ пек туйӑнать. Мускава та килтӗн-и-ха? Хамӑра ҫӗнӗлле вырнаҫтарни мана питӗ те кӑмӑла кайрӗ. — Ҫук, — ҫилленсе ответлерӗ офицер: батальон ҫитсе ӗлкӗрчӗ, сирсе ячӗҫ, анчах полк командирне вӗлерчӗҫ, офицерсене те чылайӑшне вӗлеркелерӗҫ, подкреплени ыйтма хушрӗҫ… — Пит хаяррӑн ан пӑхӑр-ха, Минерва. Озеров ӑна Петя Уралеца тыттарчӗ: — Тупӑк тӑваҫҫӗ-и? — ыйтрӗ вӑл. Ӑслӑ исландец сӑмахӗ тӑрӑх ҫав ҫула вӑрттӑн ҫыру ҫинче шифрпа кӑтартса хӑварнӑ паллӑ тӑрӑх пӗлме пулать: Скартарис тӑрринчен ӳкекен мӗлкӗ июнӗн юлашки кунӗсенче шӑпах унӑн хӗррине тивсе иртмелле. — Мӗн чул илетӗн эсӗ уншӑн? Манӑн санпа тӑма вӑхӑт ҫук, — унтан, шӳтлесе, хушса хучӗ: — Тырӑсем акса пӗтерер те акӑ, ун чухне, тархасшӑн, флотра пулнӑ ҫын ҫине килсе тӑрӑнах вара, анчах малтан Макартан ирӗк ил, факт! Кирлӗшӗн лекет! Манӑн ҫавӑн пек инкек курмалла пулсан, вӑл хӗпӗртетчӗ-ха, хӑй ман вырӑнта пулса пӑхтӑр-ха… О, паллах, тӳрккесле тӗслӗх ку, схема ку, анчах эпӗ ҫав икӗ пуҫлӑ ҫамра пӗтӗмпех-пӗтӗмпех хам хӑвата ҫыхса тӑраканнисене, ман ирӗкӗме пусахлаканнисене, эпӗ хама хисепленине мӑшкӑллаканнисене куратӑп. Вӗсем вара пӑрахут кӗтме тытӑнчӗҫ. Ял варринелле ҫывхарсах пыракан нимӗҫсем вӗсене аттисемпе тапа-тапа яраҫҫӗ, повозкисене лашисем патӗнчен тапса ывӑтаҫҫӗ, пушшисемпе те чашлаттараҫҫӗ, — анчах йыттисем ҫав-ҫавах, пурӗпӗр, урса кайнӑ пек, ҫухӑрса та вӗрсе обоз тавра ҫаврӑнса ҫӳреҫҫӗ. Анчах Гарри Грант мана 1862 ҫулхи апрелӗн 8-мӗшӗнче Австралин хӗвеланӑҫ енчи ҫыранне антарса хӑварчӗ. Кварталсене пӗр сас-чӗвӗсӗр карса илчӗҫ. Ӑҫта вара вӑл? Халӗ ӗнтӗ ҫавӑ салтак пулни пит лайӑх курӑнать. Ҫынна мӗн кирлӗ тата! Аллӑра парӑр. Вара апата кайӑпӑр. Юлашкинчен вӑл персе ячӗ, бюст ҫинче вара, сылтӑм питҫӑмартинче, чӑлӑш-чалӑшла пысӑк хура шӑтӑк пулса тӑчӗ. Пӗррехинче часовой камерӑна уҫрӗ те: — Тухӑр! — терӗ. Ӑҫтан тивертрӗм-ши ӑна, астӑваймастӑп, анчах вӑл куҫне мӑчлаттарса шухӑша кайса ларчӗ. Ачисем унӑн имшеркке ҫуралнӑ, вӗсем пурте пилӗк ҫула ҫитиччен вилнӗ, пӗр Мирон кӑна, илемсӗр, хытанкка ачи ҫеҫ, пурӑннӑ; вӑл Ильяран виҫӗ ҫул аслӑрах пулнӑ. Ҫук, ҫук, каллех ун пек мар-ха. Мэрин куҫҫулӗсем мӗн пирки шапӑртатни пурне те паллӑ пулчӗ. Вӑл саламланине хирӗҫ сасӑ парсан, амӑшӗ сӑмавара пӳлӗме йӑтса кӗртрӗ, Николай вара, урайне шыв сирпӗнтерсе, супӑнне, шӑл тасатмалли щеткине урайне ӳкерсе, тулхӑра-тулхӑра пит ҫума тытӑнчӗ. — Эпӗ сана арестлетӗп, — терӗ Симурден. Ӗҫмелли шыв илме баркас яни. Инҫете шуса килнӗ эс… — тенӗ вӑл. Ун пек тума эсӗ Фрол Рваный патӗнче, машина юлташлӑхӗнче тӑнӑ чухне вӗренсе ҫитнӗ пулмалла. — Ҫапла, манӑн унта, ҫӳлти хутра, ытлашши пӳлӗм пур. Эпӗ хам ӑшӑмра тӑрана пӗлми непсӗм пуррине туятӑп, ҫул ҫинче мӗн тӗл пулнине йӑлтах хыпса ҫӑтатӑп: ҫынсем асапланнипе савӑнни ҫине эпӗ хам кӑмӑлӑма ҫырлахтарас тесе кӑна пӑхатӑп, хам чун хавалне упраса усрама пулӑшакан ҫимӗҫ ҫине пӑхнӑ пек пӑхатӑп. Макариха Ерофей Кузьмича куҫран ҫухатрӗ. Куҫӗ унӑн хӑй кулнӑ чухне те кулмасть! Ҫӗр каҫиччен вӑл-ку нимӗн те пулмарӗ, каҫ шӑплӑхне темӗн пысӑкӑш ҫара ҫерҫисем кӑна хускатаҫҫӗ. Алексей хӑй ҫине пысӑк инкек капланса килнине туйса асапланать, анчах урисем юр ӑшӗнче шӑнса ларнӑ, вӗсене туртса кӑларма вӑй ҫитмест. Унтан тата ҫак шутланӑ вӑйӑра хутшӑнса выляттармалли виҫӗ пысӑк йытӑна вӗрентмелле пулнӑ. Халӗ эпӗ сире индеецсен йыттисем ҫинчен каласа парам. Унӑн вӑйсӑр кӗлеткине халран яракан кӗрешӳ темӗн пек вӑйлӑ пулсан та, вӑл хӑйне, Бил мана пӑрахса кайман, вӑл мана ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ патӗнче кӗтсе тӑрать пулмалла, тесе шухӑшлаттарнӑ чухне, унӑн шухӑш-кӑмӑлӗн кӗрешӗвӗ те асӑннӑ кӗрешӳрен каях пулман. Базаров ун ҫине ҫамки айӗн пӑхса илчӗ. Халӑх пулман пулсан татахчӗ хуть, михӗрен тухма май та тупатчӗ-и тен вӑл; анчах пурин умӗнче те михӗрен тухса пӑх-ха, хӑвӑнтан култарма ҫеҫ… Ҫакӑ ӑна тытса тӑрать, ҫавӑнпа вӑл кӗтме шут тытрӗ, Чубӑн ҫынна шеллеме пӗлсех кайман аттисем айӗнче хуллен ӗхлеткелесе ҫеҫ ларать. Вӗсене савакан ҫынсем ҫулсерен улшӑнса пыраҫҫӗ кунти хӗрарӑмсем ырма пӗлми кӑмӑллӑ пулма пултарнин сӑлтавӗ те ҫакӑнтах-и, тен. — Ну, кала, Ярмола, «ма», те. Мӗн тери аван тӗнчери пӗрремӗш сӑнавҫӑ пулма! — Вара вӑл сасӑпах кӑшкӑрса янӑ: — Тӑванӑм! Эпӗ хама хам нихҫан та туртмастӑп тесе сӑмах патӑм… — Эпӗ ӑнланатӑп, — терӗ вӑл: — взятка илекен нумай чухне айӑплӑ мар; вӑл урӑхла тума пултарайман. Бретань вара, пусмӑра хирӗҫ тӑнӑ пекех, хӑйсене ирӗке кӑларнине хирӗҫ пӑлхав пуҫарса янӑ. — Нимӗн те каласа памастӑн. «Ҫӑханӗ кам пулать?» — Мӗн сӳпӗлтететӗн эсӗ, Шеффилд тинӗс ҫинче мар-ҫке? Чӑнах та вӑл ҫын умӗнче хӑйне начар тытать, ҫавӑнпа ӑна ҫилленеҫҫӗ те — анчах куншӑн вӑл айӑплӑ мар, ӑна пурнӑҫ иртӗнтернӗ пулмалла. Чӑнах, яланах кулса, тӑрӑхласа ҫырни те ҫав тери йӑлӑхтарать. Анчах ҫаксене пурне те вӑл усал шухӑшпа тӑвать тесе шухӑшламастӑп эпӗ. Эпӗ сирӗн чуру тесе каласа панӑ чух, эпӗ ухмах пултӑм. Йӑнӑшмарӗ-ши Бенедикт пичче? Эпӗ Ленина пӗлнӗ ватӑ социал-демократсене, анархистсене, коммунистсене, вырӑс шурӑгвардеецӗсене, Грузи меньшевикӗсене тата Армени дашнакӗсене куртӑм, анчах фашистсемпе вара ниепле те тӗл пулаймастӑп, — ҫакӑ мана питӗ тӗлӗнтерет. Лав ҫинче Развалихинпа Лида ларса пыраҫҫӗ. Шӑпи те унӑн ытти ҫынсеннинчен уйрӑм. Майорпа Роберт отрядран аякка каймасӑрах лутра тӗмӗсем хушшинче ҫӳрекен темиҫе хир чӑххине персе ӳкерчӗҫ. Кашниннех йӗркипе тухса каламалла, ыттисен чӗнмесӗр лармалла, факт! Ҫавӑн валли хӑйне евӗрлӗ уйрӑм вӑлтасем пур… Анчах вӑл каялла тавӑрӑнас тесен, Гленарван хӑйӗн тусӗсене ҫапла каларӗ: — Нимле йывӑрлӑха шута илмесӗр калӑр, ҫак перевал урлӑ каҫма тытӑнса пӑхма килӗшетӗр-и эсир? Шеллетӗн. — Кама? — Тӑр, теҫҫӗ сана, тархасшӑн! — ассӑн сывласа каланӑ Игнат. Унтан кӳренсе: — Кирлӗ мар пулсан, тӑратман та пулӑттӑм, — тесе хушса хунӑ. Кунта та ҫавӑн пекех тӗрӗс шухӑш пачах ҫук, пустуй сӳпӗлтетни кӑна… Пурнӑҫа чӑн-чӑн илемӗпе пурӑнса пӑхмалла пӗрре. Эпӗ кашни кун хамӑн умра мӗн курнине: тусенчи никам пырса кӗрейми ӗмӗрхи юра тата аслӑ ӑстаҫӑ алли чи малтанхи хӗрарӑма панӑ илемпе ҫиҫсе-ялтӑраса тӑракан мӑнаҫлӑ хӗрарӑма, — ҫаксене куҫпа курас пулать тата ӑнланса илес пулать, вара кам хӑйне пӗтерни, кам тӗрӗслӗхре тата кам суяра пурӑнни — эсир е эпӗ — ҫакӑ уҫҫӑнах паллӑ пулӗ. Пӗлсенччӗ эсир хӑвӑр пурӑнан пурнӑҫӑр мана мӗн тери мӗскӗн те ирсӗр курӑннине! Чепец тӑхӑннӑ хӗрарӑм ҫавӑнтах ҫухалчӗ. Ман шухӑшпа эпир мар, Макар хӑй кӑшт айванрах… Заготсырье йыт тирӗсене сӑран тума илет-и? Вӑл мана, ҫак вӑрттӑнлӑха уҫнӑ ҫӗрте пӗрле пулма тесе, хам каҫхи апат ҫисе ларакан сӗтел патӗнчен ачашшӑн чӗнсе илчӗ те, тетрадь страницисене уҫма тытӑнчӗ. Эпир сквайрпа иксӗмӗр унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ пӑхса тӑтӑмӑр. Асне килнӗ пур кӗлӗсене те каласа пӗтерсен, Вавжонпа Марыся та хӑйсен вырӑнӗсене кӗрсе выртрӗҫ, ҫывӑрса кайрӗҫ. Пичӗ унӑн тӗтӗмпе ӑшаланнӑ пек тӗксӗм курӑннӑ, куҫӗсем ҫиллес те хускавсӑр пӑхнӑ, хулӑм тутисем ҫинче салтак мӑйӑхӗсем шӑртланса тӑнӑ. — Анчах мана кам ӗнентере… Ушкӑнӗнчи ҫынсем ӑна пытарса хӑварасшӑн, вӑл ӑҫти ҫинчен ҫавӑнпа тӗрӗссине каламаҫҫӗ ӗнтӗ, тесе шутланӑ. Марко ҫавӑншӑн та пулин хӗпӗртерӗ. Хутран-ситрен кӑна ҫӳрекен поездсем иртсе кайнӑ вӑхӑтра вокзал пӗтӗмпех вагон ҫине ларакан, пурне те тума пултаракан комисси аллине кӗрсе ӳкет, ҫак комисси панӑ хутсӑр перрон ҫине пӗр ҫын та тухма пултараймасть. Шуса пыракан таракан та хӑй ӑҫта тата мӗншӗн кайнине пӗлет, — эсӗ мӗн? Мана ҫӗнӗ тум тӑвӑр, ҫаврӑнкалама та чӑрмантарать, ҫапах та эпӗ ӑна пуринчен те пытартӑм, питӗ майлӑ ку мана, ытах ку тумӑн мӗнле те пулин ҫитменлӗх пур тесен, ку вӑл — кӑштах шалпартарах пулни, терӗм. Уншӑн мӗн пӑшӑрханмалли пур? Мана пӗр пӗчӗк ҫурт ҫеҫ кирлӗ пулсан, эпӗ мӗн тума хула тӑватӑп-ха? Уйӑх пӗчӗкленнӗ те тӗссӗрленнӗ, ҫӳлте-ҫӳлте ҫакӑнса тӑрать. Вӑл ҫӗнӗ ҫемье туйрӗ. Сачӗсем мӗне тӑраҫҫӗ! — Мӗн пулнӑ вара? — Унта татах пур-и? — Ҫапла, патӑн, ултӑ чӑмлаклӑх. Куратӑр-и, ӗҫӗ акӑ мӗнлерех: хӳшши ку, ҫак эпир пурӑнаканни, пирӗн мар, — улпутӑн. Вӑл Джемма ҫине пӑхса илет — Джемма вара «хуҫалӑх» ыйтӑвӗсем пуҫланнӑранпа, лара-тӑра пӗлмесӗр, пӳлӗм тӑрӑх ҫӳрерӗ, — пӑхать те вӑл ун ҫине — Саниншӑн вара пӗр чӑрмав та ҫук, вӑл пур ӗҫе те халех тата питӗ лайӑх йӗркелесе яма хатӗр, — Джемма кӑна ан пӑшӑрхантӑрччӗ. Кӑвакарчӑн йӑвара шӑпах ларать, кушак енне ҫурӑмӗпе ҫаврӑннипе вӑл хӑрушлӑха туймасть те пулмалла. Вилӗмрен ӑна пӗр хӗрӗх сантиметр ҫеҫ уйӑрса тӑрать. Вӗсен хушшинче пилок миллиметрлӑ ӗҫ кӑткисем, вунӑ миллиметр тӑршшӗ «салтак-кӑткӑсем» пур, аҫа кӑткӑпа ама кӑткӑсем вара ҫирӗм миллиметр тӑршшӗ. Парӑс лартмалӑх та пулин ҫил лӑплантӑрччӗ, вӑл вара карапа пӗр-пӗр порта илсе ҫитерме тӑрӑшатех, ҫынсене ҫӑлатех. Эпӗ хамӑн кӑмӑлӑм пӑсӑлса кайнипе, Ромашка мана мӗн тери пӑлханса кӗтсе илнине те сисме пултараймарӑм. Савӑнӑҫлӑ пурӑнаканӗсем ӑҫта-ха? «Хамӑн чир пирки эпӗ мӗн ҫырнине ан шан; вӑл мӗн тери хӑрушшине никам та чухламасть. Хулара кирек хӑҫан та пӗрре е иккӗ-виҫҫӗ таранах чаплӑ артистсем пур вӗт, вӗсене курмасӑр ниепле те ирттерсе яма юрамасть. — Петр Андреича эсӗ Семен Кузов патне вырнаҫтар. Часах нимӗҫсем хӑйсен танкӗсене полк оборонин урӑх участокӗсене куҫарса атакӑна кӗртсе ячӗҫ, ҫав вӑхӑтрах вара, хӑйсене парӑнтарнӑшӑн тавӑрас тенӗ пекех, нимӗҫсен хӑш-пӗр батарейисем Шаракшанэ батальонӗ ҫинелле татти-сыпписӗр пеме тапратрӗҫ. А-пат пӗ-ҫе-рет. «Вилетӗп, — шухӑшларӗ Семён. — Ҫапах та, кӑмӑл темле пысӑк пулсан та, пултараймастӑп! — кӑштах сывласа илчӗ майор, Мересьев «ӗҫне» аяккалла сиктерсе хурса. Кунти тӗттем кӗтессене пӗччен пуҫпа килсе кӗрекенсемшӗн кашниншӗнех ҫак отряд шанӑҫлӑ мар туйӑнмалла: пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанне ҫитичченех хӗҫпӑшалсемпе авӑрланнӑ сакӑр ҫынна курсан, бандит хӑй те сехӗрленсе ӳкӗ; тӳрӗ шухӑшпа ҫӳрекен ҫӳревҫӗ вӗсене хӑйсене бандит теме пултарӗ. Ҫавна пула ӗнтӗ Гленарванӑн ырӑ ҫынсене те, вӑрӑ-хурахсене те тӗл пулса калаҫма пулмарӗ. Калаҫма тытӑниччен малтан пулькӑсемпе персе илмелле пулсан та вӑл рестреадорсен бандине те пулин тӗл пуласшӑн шухӑшлама пуҫларӗ. Крючниксем темӗнле ӗҫ ӗҫленӗ, ӗҫӗ маттурлӑх ыйтнӑ курӑнать, вӗсем, хӑйсен хӑвӑрт хусканӑвӗ май, юрӑ такмакланӑ: Купецсем — хупах тулли,Вӗсен умӗнче — тутли,— шухӑ речитативпа каласа панӑ юрӑ пуҫлаканӗ. Ҫакна асӑрхас пулать: кӑна никам та мар, мӗнпур вӗренӳ ӗҫӗ ҫине суракан, эпир маларах курнӑ пек ачисене пӗрре те вӗренме хушман Тарас Бульба каланӑ. Икӗ ҫын… Мӗнпе тӳрре кӑлармалла этеме? — Кам ӗҫлет-ха вара? Ҫӗр ӑшӗнче газсем пухӑнса тӑнипе темиҫе ҫӗр атмосфера вӑйӗпе пусса тӑракан пит хӑватлӑ вӑй пире аялтан тӗртсе хӑваласа улӑхать. Мана вӑл эпӗ ӗмӗрне вилмен ҫынсене питех те телейлӗ тесе шутланине унӑн тусӗсемпе манӑн туссем питӗ ырлаҫҫӗ, анчах мана струльдбруг пулса ҫуралма телей пулнӑ пулсан, вӗсем эпӗ хамӑн пурнӑҫӑма епле йӗркелесе пыма шутлани ҫинчен пӗлесшӗн интересленеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. — Ирсӗр, чунӑм, епле ирсӗр-ха тата! Ухмах! — кӑшкӑра-кӑшкӑра ячӗ хӗрарӑм, кашни кӑшкӑрмассерен пӗтӗм кӗлеткипе чӗтӗрене-чӗтӗрене илчӗ. Унӑн тутисем, темӗскер каласшӑн пек пулса, сиккеленсе илчӗҫ. Майор, хӑлхине унӑн тутисем патнех тытса, вӑл ҫапла каланине илтрӗ: — Ҫыру… ҫыру… Бен Джойс… Хаттӑра питӗ те тӗттӗмччӗ, манӑн вара, юр ҫине нумай пӑхнӑран, куҫ умӗнче хӗрхӗлтӗм кӑвак ункӑсем ҫӳретчӗҫ; ҫавӑнпа эпӗ хаттӑра кам та пулсан пуррипе ҫуккине те часах уйӑрса илеймерӗм. Мамӑкпа ҫӗленӗ утиялӑн шал енӗ ҫине куҫа сиктермесӗр тинкерсе, эпӗ хӗрача сӑнне пӗр сехет каялла чухнехи пекех яр-уҫҫӑн куртӑм; шухӑшӑмра эпӗ унпа калаҫрӑм, тата ҫак калаҫу, пачах нимӗне те пӗлтермерӗ пулин те, мана калама ҫук пысӑк савӑнӑҫ кӳчӗ, мӗншӗн тесен унта эсӗ, сана, санпа, санӑн сӑмахсем вӗҫӗмсӗр тӗл пулчӗҫ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха, юлташӑмсем, ҫӗр чӑмӑрӗ темӗн пысӑкӑш континент пулнӑ пулсан, халӗ эпир унӑн пинӗмӗш пайне те пӗлейместӗмӗр. Хӑйӗн мӗнпур ҫамрӑкӗсене ҫухатса пӗтернӗ хыҫҫӑн Цимбал хӑйӗн тӑван станицинчен яланлӑхах тухса кайнӑ, анчах вӑл ӑҫта кайса ҫухални ҫинчен никам та калама пултарайман. Кӑнтӑрта хӑватлӑ ҫапӑҫусем тапранса кайнӑранпа унӑн хӑйӗн те ҫав тери хӑвӑртрах унта тухса каясси килнӗ. Фронтри событисем ӳссе лару-тӑру йывӑрланнӑ майӑн ҫак туйӑм пушшех те вӑйлӑланнӑ. Ваҫили Андрейч пӗтӗмпех Миките ҫине шаннӑ пек нимен шарламасӑр ларнӑ. Ӑна Нина Капитоновна уҫса кӗртрӗ, алӑк патӗнче чухнех ӑна кӑмӑлсӑррӑн: — Пирӗн хӑна пур, — терӗ. Эртель ҫывӑрса пурӑннӑ сарайра лампа ҫутса ячӗҫ те эпӗ вулама пуҫларӑм; ним чӗнмесӗр, тапранмасӑр итлетчӗҫ, анчах часах Ардальон ҫиленсе каларӗ: — Ну, ҫитӗ-ха мана! — терӗ те тухса утрӗ. Эсир вара — таса, тӳрӗ кӑмӑллӑ. Ку вӑл тӳррӗмӗнех контрреволюци пулать! Ҫавӑнпа та халӑх сучӗ ҫынран унашкал мӑшкӑллакансене, хайхи Игнатенок Михаил амӑшӗ пеккисене, хаяррӑн суд туса айӑплӗ. Илтнӗччӗ эпӗ ҫапла, шапсугсен сылтӑм флангӗнче темӗнле Казбич, хӑюллӑскер, пур тетӗҫ, вӑл, имӗш, хамӑрӑннисем персе тӑнӑ вӑхӑтра та хӑйӗн хӗрлӗ бешмечӗпе ҫав таврашрах утса ҫӳренӗ пулать, пульӑ ҫывӑхран шӑхӑрса иртсен, вӑл питӗ те хисеплӗн пуҫне таять, тет; анчах пӗлме ҫук, вӑлах-ши вара!.. Ӑҫта пытарнӑччӗ-ха эсӗ ӑна? Вӑл чӗркуҫҫийӗсем витӗнменнине асӑрхарӗ, чӑптине тӳрлетесшӗн пулчӗ, анчах ҫав вӑхӑтра ҫул ҫине, туртасемпе ҫӑм миххисем ҫине тем тӑкӑнса шакӑртатма пуҫларӗ. Ку вӑл ҫумӑр пулчӗ. Эсӗ ку сӑншӑн ахалех иртсе каять тесе шутлатӑн-им? Мӗншӗн вӑл мана? — Эпӗ сире вӑл ӗҫ мӗнле пулни ҫинчен калам… Индеецсем вӗсем Аламо ҫумне турех каяс тесен, Индж фортӗнчен тухса каймаҫҫӗ вӗт. Ҫавӑн пек туйӑннӑ Давыдова. Тата ӑҫта чарӑнмалла манӑн? — Пулма пултараймасть! Вӗҫерӗнсе кайнӑ каронадӑна пула пулса иртнӗ пӑтрашу вӑхӑтӗнче ирӗксӗрех вӑл малтан палӑртса хунӑ ҫултан пӑрӑнса кайнӑ. Паян эпӗ сире юратса пӑрахрӑм. Хавха хуланалла центртан, Инженерсен Канашӗн ҫуртӗнчен сарӑла-сарӑла килет. Ӗҫе тытӑнма вӑхӑт. Акӑ ӗнтӗ алӑксем хупӑнчеҫ, тискерленсе, улшӑнса, шурса кайнӑ Марья Васильевна курӑнми пулчӗ. Карета, чӑн-чӑн грузовик пекех малалла талпӑнса, йышӑнмалли ҫурт патнелле ыткӑнчӗ. Вӑл паян тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах вӑрлӑхлӑх тыррине турттарса килсе пачӗ те тӳрех района тухса вӗҫтерчӗ. Сирӗн критиклеме те юрать. Вӑл хӑйӗн костылӗсене темӗн тери вылянтарнипе, кӑкӑрӗ ҫинчи мускулӗсем ҫурӑлса каяс пек туйӑнаҫҫӗ. Доктор каланӑ тӑрӑх, сывлӑхлӑ ҫын та кун пек чупма чӑтаймӗччӗ. — Ачасем, пирӗн чи хаклӑ чӗре татӑкӗсем, хӑйсен ирӗкне, пурнӑҫне параҫҫӗ, хӑйсене хӗрхенмесӗр пӗтеҫҫӗ, — эпӗ, амӑшӗ, мӗн-ха вара? Тусӑмсем ҫапла каланине эпӗ хама хисеплесе каланӑ сӑмахсем вырӑнне шутласа йышӑнатӑп. Кунта туземецсем те чылай, арҫынсем, ачасем, суту-илӳ тӑвас енӗпе шурӑ хӗрарӑм сутуҫӑсенчен те ирттерме пултаракан тӗлӗнмелле йӑрӑ хӗрарӑмсем. Ҫак вилтӑпри тӗмески Гремячий Лог хуторӗнчи сакӑр ҫухрӑмра, хир тӳпинче ларать, казаксем ӑна тахҫантанпах Виле тӗмески тесе ят панӑ, авалтан юлнӑ халап ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, ҫав тӗмеске вырӑнӗнче ӗлӗк-авал пӗр аманнӑ казак вилсе выртнӑ пулать, тен, авалхи юрӑра асӑннӑ казаках пулнӑ пулӗ вӑл, юрӑра ун ҫинчен ҫапла каласа юрлаҫҫӗ: «Ҫивӗч хӗҫӗпе хӑех-ҫке вут кӑларнӑ вӑл, Чӗртнӗ армути, вут-ҫулӑм ялкӑшнӑ йӑл-йӑл. Хӑй те ҫуннӑ, ӑшӑтайнӑ сивӗ ҫӑлкуҫ шывне, Ҫунӑ вилмеллех хӑрушӑ суранӗсене; Ах, суранӑмсем, ытла та юн суратӑр-ҫке, Харсӑр чун-чӗрем вӑйне пит хавшататӑр-ҫке…» … Анчах, хаклӑ Саня, сана хам куҫ умӗнче курнӑ чух ман пуҫӑма ытти шухӑшсем те килсе кӗреҫҫӗ. Огнянов ҫамкипе сивӗ кӗленчерен сӗртӗнчӗ те тинкеререх пӑхма тытӑнчӗ. Исландири йӑлапа кивӗ ҫу тин ҫеҫ тунӑ ҫуран аванрах шутланать. — Эй, — тенине илтрӗм эпӗ ыйхӑ витӗр, хама силленине тата таҫталла сӗтӗрнине туйса. Ҫавра хумсем тавраналла хӑранӑ пек чупса сарӑлаҫҫӗ, ӳкнӗ вырӑнта шывӗ пакӑртатса тӑрать. Эпир ача чухне хамӑр ҫывӑрнӑ пӳлӗме кӗтӗмӗр: кӗтессемпе алӑксем патӗнчи сӗмлӗхре халӗ те ача чухнехи сехре хӑпартмӑшсем пытанса тӑраҫҫӗ; хӑна пӳлӗмне кӗтӗмӗр — пӳлӗмри япаласенчен пуринчен те тӳлек те ҫепӗҫ юрату сисӗнет; зала пырса тухрӑмӑр — кунта ача чухнехи шавлӑ, пӗр хуйхӑсӑр савӑнӑҫ вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑрса, хӑйне вӑй-хал кӗртессе ҫеҫ кӗтнӗн туйӑнать. Унӑн чӑн-чӑн хакне пӗлекенни эпӗ пулнӑ, эсӗ ывӑлӗ анчах. — Чимӗр-ха ӗнтӗ, чӑтма пултарайман этем! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Паганель. Э-эх, ҫурӑмӑм, ман ҫурӑмӑм! Вӑл мана асаплантарчӗ, ахаль мужик хӗрне ӗҫлеттернӗ пек ӗҫлеттерчӗ. Меркурин Хӗвел ен пичӗ 400 градуса ҫити вӗри. Пасар площадӗнче пухӑннӑ хресченсемпе турра кӗлтума каякан ҫынсенчен вӗсем ҫине никам та ҫаврӑнса пӑхмарӗ, анчах сыхланас майӗпе, вӗсем пӗр-пӗринпе кӑшт сӑмах хускатса калаҫрӗҫ. Доминикино вырӑнти чӗлхепе, Пӑван — испанла-италиле хутӑш хуҫкаланчӑк чӗлхепе сӑмахларӗ. Анчах унӑн вут чӗртесси пулмарӗ. — Эпӗ пуринпе те килӗштеретӗп, — кӳренерех асӑрхаттарчӗ Наталья; ҫакна илтсен упӑшки, ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, Алексее:— Ку, чӑнах та, санӑн хӑвӑн ӗҫӳ, — терӗ. Малтанхи кун «тӑснӑ алӑпа» ҫуршар пӑт пилӗк минут йӑтса тӑратӑп, тепӗр кун ҫирӗм пӗр кӗрепенкӗ, виҫҫӗмӗш кун ҫирӗм икӗ кӗрепенкӗ, малалла та ҫакнашкал, ҫапла майпа юлашкинчен кашни алӑра тӑватшар пӑт йӑтса тӑма пуҫлатӑп, кил-ҫуртри тарҫӑ-тӗрҫӗсем хушшинче манран вӑйли пулмасть; вара кам та пулин кӗтмен ҫӗртен мана кӳрентерме шут тытсан е пике ҫинчен сума сумасӑр калаҫсан, эпӗ ӑна ҫапла, ахаль кӑна, кӑкӑрӗнчен ҫинҫе саслӑ, вӗрсе каламалли «пускачаллӑ» музыка инструменчӗ ярса тытатӑн, хӑрах аллӑмпа икӗ аршӑна яхӑн ҫӗклетӗп, вара хам вӑя туйтарма кӑна тытса тӑратӑп та яратӑп; анчах, сӑмах май каласан, ку та лайӑх мар; ҫук, ним те мар, эпӗ ӑна усал тумастӑп вӗт, хам вӑя кӑна…» Самолётпа тӑп-тӑп пӗтӗҫсе ҫитме, ӑна протезсен металӗпе сӑранӗ витӗр туякан пулма, вӑл нумайччен, ҫине тӑрсах вӗҫрӗ. — Кунта пӗр мужик пур, вӑл иктерпа асап курать… Ҫул ик еннелле уйрӑлать, поселок еннелле каякан ҫулран пӑрӑнса, мотоцикл хирелле вӗҫтерчӗ. — Турӑ мӗн парӗ, — тавӑрнӑ арӑмӗ, пуҫне усса. Балабин ывӑҫ тупанӗпе сӗтеле ҫатлаттарса ҫапрӗ. — Ҫак ҫын… сутӑнчӑк-и? — терӗ Уэлдон миссис. Тепӗр кун ирхине, тӑрса тумланма тытӑннӑ вӑхӑтра, алӑк уҫӑлчӗ те, ман патӑма пӗр лутрарах пӳллӗ ҫамрӑк офицер кӗрсе тӑчӗ. — Вӑл, паллах, кӑмӑлсӑр пулӗ, анчах пире кансӗрлеме пултараймӗ. Судьян ҫурчӗ ҫул ҫинче пулнӑ майӗпе Том унта Беккие курма та кӗчӗ. Шуйттан пӗлет-и мӗн иккенне. Ун таврашӗнче ҫумӑрпа ҫыпӑҫса ларнӑ вӗтӗ-вӗтӗ тӗксем, ҫӑмарта хуппин тӗпренчӗкӗсем йӑваланса выртаҫҫӗ. Василиса, кайса чӳрече хупписене уҫ-ха хӑть. Эпӗ ҫиетӗп-ҫке ӑна», — хушса хурать вӑл. — Кайӑпӑр! — терӗ Гаврила, кӗсменӗсене шыва ярса. Иккӗшӗ хӳшӗ валли хӑва касма кайрӗҫ. Теприсем кордон патне сӗнкӗлтетрӗҫ. Халь ӗнтӗ ҫулӗсем те кӗске, купсисем те хытӑ, халӑх та чухӑн, тырри те хаклӑ, пур ҫӗрте те хӗсӗнсе-тӗкӗнсе ҫитнӗ, май ҫук. Ҫиелтен пӑхмашкӑн турӑш чӑнах та строгановски е устюжски, атту Суздаль тӑрӑхӗнче ҫырнӑскер темалле, ну, а шалти куҫпа пӑхсан — фальша! Одинцова лӑпкӑлӑхӗ ун ҫине те куҫать: чӗрӗк сехет те иртмерӗ, вӑл ӑна ирӗклӗнех хӑйӗн ашшӗ, мучийӗ ҫинчен, Петербургри, ялти пурӑнӑҫ ҫинчен каласа пама пуҫлать. Пӗшкӗнсе вӑл тутӑр татӑккисемпе хӑй аттисене шӑлчӗ те каллех калаҫма пуҫларӗ: — Эй, кофтуна ил… — Эпӗ кунта нимӗн те ӑнланас ҫук. Петр, аттине тӑхӑнса, хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ, арӑмӗ ун ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, ҫемҫен кулса:— Курпун хӑй, ҫапах та кӑмӑллӑ ҫын, Алексейрен кӑмӑллӑрах… — терӗ. Столицӑран инҫетре те мар кӗрлесе тӑна вӑрҫӑран аманнисем ҫав тери нумай килнӗ, ҫавӑн пирки госпиталӗн койкӑсен шутне хӑйне тивӗҫлӗ хисепрен тӑватӑ хут ытларах ӳстерме тӳр килнӗ. — Килессе те эпӗ сирӗн пата, сире пилӗк кун каялла пуҫласа ҫеҫ куртӑм пулин те, ырӑ ҫын тесе, туслӑ ҫын тесе килтӗм… Манӑн Крестовниковпа Алафузов фабрикисенче палланӑ рабочисем пурччӗ; пуринчен ытла эпӗ пир-авӑр тӗртекен Никита Рубцовпа, Российӑри пур пир-авӑр фабрикисенче те пекех ӗҫленӗ, лӑпланма пӗлмен, ӑслӑ чунлӑ ҫынпа ҫывӑхчӗ. — Аллӑ та ҫичӗ ҫул ҫӳретӗп эпӗ ҫӗр ҫинче, Лексей, эсӗ ман Максимыч, манӑн ҫамрӑк мӑкӑль, ҫӗнӗ сӑса! — тетчӗ вӑл пусӑрӑнса ларнӑ сасӑпа, тӗксӗм куҫлӑх айӗнчи чирлӗ кӑвак куҫӗсемпе кулса. Хӗрарӑм вӗсемшӗн савӑннӑ, анчах тыткаласа пӑхсан:— Эсӗ укҫуна ытла ан салат… асту, аҫу ҫилленӗ тата!.. Пӗрле тӑватпӑр. Сад кӗтессинче темиҫе качалка, бамбукран тунӑ сӗтел, икӗ коляска. Ирхине вара, чылай вӑхӑт иртсен, шупка-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ тӗтресем хӑйсен тӳпепе хӗвеле хупласа тӑнӑ чаршавне янках уҫса, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарса кайрӗҫ. — Алӑка хуп. Ҫавӑнпа та Лещинскисем ӗнер тухса кайрӗҫ пулмалла. Конверт ҫине ал пусӑр. Вӗсемсӗр пуҫне те пирӗн кунта тӗрлӗ организацисенчен килнӗ троцкистсем те пайтах. Кӗрсессӗнех кӑшт малалла иртрӗ те чарӑнса тӑчӗ, Кандова сиввӗн пӑхса илчӗ, лешӗ чӳрече патӗнче лапкӑнах тӑратчӗ. Пулман та, курман та пулсан, мӗн хӑв чӗлхӳне ахалех ҫӗтӗлтерсе тӑратӑн? Гленарванпа унӑн юлташӗсен хӑрушлӑхран ҫӑлӑнмалли вырӑнӗ ҫакӑн пек пулчӗ. — Маттур, — тесе мухтарӗ вӑл, — тӳсӗмлӗх пур, ӗҫе пӗлесси те пулӗ! Турӑ ҫырлах, ку вӑл — чи пысак йӑнӑш! Воропаевӑн куҫӗсем шывланчӗҫ. Мӗн те пулин каласшӑн-и ӑна эсир? Василий Иванович хускалса илчӗ. Эпӗ йывӑрриччӗ ӗнтӗ. Унӑн пит-куҫӗ ӑш кӑмӑллӑха тата туслӑха палӑртса куҫса ҫӳрекен реклама пекех туйӑннӑ. — Мӗншӗн-ха эсӗ, Вася, мана хӑвӑн кӗпӳсене ҫума илсе килсе памастӑн, — терӗ Маша пӗр минут шарламасӑр ларнӑ хыҫҫӑн, — пӑх, епле хуралса кайнӑ, — хушса хучӗ вӑл, унӑн кӗпи ҫухинчен тытса. «Ҫавӑн пек ҫынна хӑй патне илекен ҫӗршыв телейлӗ, — каласа хучӗ вӑл актёрла, — хӑй патӗнчен сирсе ярать пулсан — пархатарсӑр, ӑна ҫухатать пулсан — телейсӗр!». Вӗсен ҫурт-йӗрне, вӗсен ҫемйисене кӗлпе танлаштараҫҫӗ. Андрей тӗлӗрме пуҫларӗ, вара, ҫулҫӑ тымарӗн пӗчӗк валакӗ тӑрӑх сывлӑм тумламӗ юхса аннӑ пек, унӑн тутисем ҫинчен йӑл кулӑ ерипен шӑвӑнса иртрӗ. Ку ҫӗр — ҫӗр пулман пекех иртрӗ пулас. — Вӑй! Ман ӑслӑлӑх мар ку, Суламифь, Иакей ывӑлӗ Агур сӑмахӗсем кусем, вӗсене унран вӗренекенӗсем илтнӗ. Хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, вӑрӑм кӑна каччӑ алӑк патӗнче хам ҫинелле пӑхса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ. Медик пулнипе, вӑл вутпа пиҫсе кайнӑ ӳт лайӑх тӳрленменнине, ун ҫинче тарӑн йӗрсем пулнине пӗлнӗ. — Ҫапла, тусӑм, — терӗ Санин кӑшт именерех, Эмиле питҫӑмартинчен ачашласа, — ответ пулсан вара… — Тимур шухӑша кайрӗ. Тырӑ вырма тухас умӗн районтан каяс килместчӗ, анчах ним тума та ҫук, лайӑх пурнӑҫа пула районтан тухса каймастӑп ӗнтӗ. Сахал вилӗ выртать-и кунта? — Камран та пулин парса ярӑр, — терӗ ӑна банк тытаканни, пӗр минутлӑха карт валеҫме чарӑннӑ май ун ҫине тинкеререх пӑхса. — Эсир пӗчченех-и? Ни ачасем, ни ӗҫ ҫук. — Ну, хӑлхапа хӑлхана эппин, ӑнлантӑн-и? Ҫӗр тухма тытӑнчӗ, тавтапуҫ турра, кӗрхи калча лайӑх палӑрма пуҫларӗ. Пуҫтарӑннӑ ҫынсем пӗлмелле мар япала пулса иртнине пӗлесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ тата хыҫҫӑн хӑваласа кайнӑскерсем ҫавӑрӑнса килессине пит хытӑ кӗтеҫҫӗ. Ӑна Николай темрен хӑранӑ пек туйӑнчӗ. Вара эпир санпа мӗн тӑвӑпӑр? Ӑҫта вӑл? Пӗр сехете яхӑн ҫитет пулӗ ӗнтӗ; эпӗ ун хыҫҫӑн алӑк шалт хупӑнса ларнине те куртӑм. Наталья упана питӗ хӗрхеннӗ, анчах унтан та ытларах, ҫак нимрен хӑраман, вӑр-вар хаваслӑ йӗкӗт темле нимӗне тӑман хӗрачапа ҫыхланса пурӑнни ҫав вӑхӑтрах ӑна, Натальйӑна пачах та асӑрхаманни уншӑн пушшех те йывӑр пулнӑ. Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ. Ун ҫинчен ыйтас килместчӗ. Вӑл хӑвӑрт, пӗр такӑнмасӑр калама тытӑнчӗ: — Пушкарев урамӗнчи аллӑ тӑваттӑмӗш ҫуртра качака ҫухалнӑ. Ҫавӑн пек чаплӑ старик, сухалӗ ют патшалӑх ҫыннилле, ҫӑварӗнче — сигар… Лешсем ҫаврӑнса пӑхрӗҫ тӗ хытсах кайрӗҫ. Кӑштах шухӑшласа тӑнӑ хыҫҫӑн Огнянов каллех ыйтрӗ: — Марийка, эс пурӑнакан ҫӗрте урӑх тата кам та пулин пур-и? Вӑл вӑйлӑ мухмӑр чухнехи пек туйӑмпа вӑранчӗ: унӑн ӗҫесси килет, пуҫӗ тӳсме ҫук ыратать, ҫӑвар ӑшӗ типсе ларнӑ, вӑхӑт-вӑхӑт кӑмӑлӗ пӑтранать, хӑсасси килет. Ҫапӑҫу умӗн шинель вырӑнне улӑштарса тӑхӑннӑ симӗсрех тӗслӗ салтак ватникӗпе Яхно тата ҫӑмӑлтараххӑн, ҫӗкленсерех утнӑн туйӑнать. — Юн кӳлленчӗкӗ, эсӗ калашле, ҫав тери пысӑк, вӑл буйволӑн юн тымарӗсене те типӗтсе хӑварма пултарнӑ пулӗччӗ. Ытлашши кирлӗ мар мана. Иконин пачах именмерӗ ҫеҫ мар, ытлашши пысӑк хӑюлӑхпа, темле хӑяккӑн утса, билет илме ҫывхарчӗ, ҫӳҫне лӑстӑртаттарчӗ те унта мӗн ҫырнине ҫивӗччӗн вуласа пачӗ. Тен, вӑл сӑмахсем мана пачах та пырса тивмеҫҫӗ пуль? Питӗ пулӑшрӗ, питӗ пулӑшрӗ! — Юрать… Сан валли те илсе килетӗп… Тата Панталеонене — туфли. — Ҫук, — терӗ вӑл. Уйрӑм звеносем саккӑрмӗш вӗҫеврен хӗвел аннӑ вӑхӑтра тин таврӑнчӗҫ. — Ну, юрӗ, эпӗ калатӑп та пулӗ, — килӗшрӗ юлашкинчен Олеся. Ку амӑшне тӗлӗнтерсех пӑрахрӗ. Анчах Артамонов хӑйӗн ӑшӗнче кулса илчӗ те ҫапла каларӗ: — Ман ҫинчен — исправникрен ыйт, вӑл ман князь умӗнче пысӑк парӑмра, князь ун патне мана пур ӗҫре те пулӑшма хушса ҫырса янӑ. — Кай кунтан, — тенӗ Артамонов кахаллӑн. Унтан манса та кайрӑм ун ҫинчен. Тата темиҫе кун — вара ним иккӗленӳсӗр «Пилигрим» пассажирӗсен асапӗсем пӗтӗҫ! Ҫак вӑхӑтра кашни ыттисемшӗн хӑйне шеллеменнине кӑтартрӗ. «Оксанӑна качча пар мана, батько!» Урам кӗтесӗ хыҫӗнчен ҫил ҫаврӑнса тухнӑ та ҫара тополь тураттисем хушшинче шӑхӑркаласа илнӗ, унтан хӗрӗн юбкине тӑрук варкӑштарса унӑн илемлӗ урисене кӑтартнӑ. Эпӗ унтан инҫех пулмастӑп, унпа мӗн те пулин пулсан, эпӗ ун патне пырса ӑна пулӑшу пама пултаратӑп. — Ну, ҫите кирлӗ мара калаҫма, — терӗ Оленин. — Шӑп хӑех-и? Самантлӑха каллех шӑп пулса тӑчӗ. Калӑр, мӗн сире тытса тӑрать? Ӗнер ҫӗрле вӑл ку ҫырӑва почтӑна хӑвӑрт леҫме хушрӗ. Ҫак сӑмахсене аташнӑ май каларӗ пуль тесе шутласа, эпӗ паян ирччен кӗтрӗм, уҫса пӑхма шутларӑм. Павка пӗтӗмпех каласа пачӗ. Вӑл килет те-и вара? Шӑп кӑна хапха тӗлӗнче ҫул ҫинче лавсем тӑраҫҫӗ. — Мӗнле рольсене вылянӑ-ха вара эсӗ? Сылтӑм куҫне юн юхса тулнӑ. — Сюрприз тӑвас тетӗп. Иккӗш те харпӑр хӑй кӗмелли алӑк ҫинелле хытӑ пӑхнӑ, кӗрсен, хӑйсем нихӑҫан та каялла таврӑнас ҫук пулӗ, тен. — Ну, мучи, тавай, тӑхӑнтарсам ӗнтӗ! — васкатрӗ Мересьев, кровать ҫинче урисемпе сулкаласа ларса. Походсенче пӗрле ҫӳренӗ? — хӑраса ыйтрӗ Анна Михайловна; вара ҫав самантрах вӑл хӑйӗн ывӑлӗ ҫӗрлехи хӑрушла тытӑҫура пулнӑ пек туйрӗ. Анчах хӗр кулса ячӗ те хӑй ҫулӗпе уттарчӗ, пушмак кӗлисем ҫеҫ тӑклаттарса пыраҫҫӗ. Тулта ҫил-тӑвӑл ахӑрать, аслати кӗмсӗртетет, ҫиҫӗм ялтӑртатать пулсан та, кӑткӑ йӑвинче халь шӑп. Кунта хисепсем ҫинчен калаҫмалла-и? — янӑранӑ Бобров басӗ. Эпӗ пырӑп та Нина Капитоновна патне, умне укҫа пӑрахса калӑп: «Акӑ илӗр ҫакна сирӗн патӑрта ҫисе пурӑннӑшӑн», тейӗп. Шкултан хуса кӑларнӑ Кораблев та ман пата пырса ӳкӗнме тытӑнӗ, манран каҫару ыйтӗ. Яков Лукич шурӑ эрех илме Ҫеменне ячӗ, хӑй вара, пӗр пӗччен пулас килнипе, анкартине тухрӗ те улӑм ури ҫумӗнче пӗр-икӗ сехете яхӑн шухӑшласа ларчӗ: «Пӗркеленсе пӗтнӗ ылханлӑ мур! Хуҫи ун умне урайне ларнӑ, пӗр самант ун ҫине нимӗн шарламасӑр пӑхса, каланӑ: — Иван Иваныч! Мӗн пулчӗ-ха ку капла? — Вӑл кунта ҫук, ҫак кунсенче пулман та. Пӗр самантлӑха Артамоновшӑн ҫак ачана урипе ҫапла вӑйлӑн тапса вӑл хӑйӗн чунӗнчи мӗнпур вараланчӑк ҫӗтӗк-ҫатӑксене, хӑйне йӑлӑхтарса ҫитернӗ йывӑр шухӑшсене сирсе пӑрахнӑ пек туйӑнчӗ. Эпӗ венгерсемпе вӑрҫнӑ, черкессемпе, поляксемпе – темӑн чухлӗ! — Вӑт каларӗ-тӗк каларӗ пӗрре мана вӑл, пирӗн патӑмӑрта пурӑнаканни, — терӗ вӑл, курӑк пӗрчине ҫыртса татса. Мастерской хуҫи нимӗҫчӗ, Ферстер хушаматлӑскер. Майора эмел панӑ чух та вӑл ҫемҫен кулкаларӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах ун ҫине кӑштах тӗлӗннӗ пек, унран хӑранӑ пек пӑхкаларӗ. Тепӗр чух урок вӑхӑтӗнчех сасартӑк тӑрать, сентре ҫинчен кӗнеке илет те, куҫхаршисене ҫӳлелле ҫӗклесе аран-аран ик-виҫӗ йӗрке вуласа тухать, унтан вара, ман ҫине пӑхса, тӗлӗнсе калать: — Вулатӑп вӗт, мать его курицу! Развалихин Лида патне куҫса ларчӗ. Иван Кузмич! — Эпӗ сирӗн сасса илтрӗм те, — тесе пуҫларӗ вӑл, — ҫавӑнтах тухрӑм. Ҫак самантра акӑ, ӗнер каҫпала килнӗ ҫынсене крыльца ҫинче пуринчен малтан хирӗҫ тухнӑ хӗрача курӑнчӗ те, ҫинҫе сасӑпа ҫапла каларӗ: — Федосья Николавна сывах мар, килме пултараймаҫҫӗ. Анчах, пӗтӗмпе илсе каласан, Гончаров вӑл — Российӑри чи ӑслӑ писатель. Унта эсӗ мӗн куратӑн? — тесе ыйтрӗ. Губком бюровӗ йышӑннӑ тарах Корчагин юлташа, комсомол енӗпе ответла ӗҫе яма, районран губкома чӗнеҫҫӗ. Халь пеме пӗлетӗп ӗнтӗ. Вӗрентрӗҫ. Темиҫе минутран тин вӑл калаҫӑва ӳркевлӗ, анса ларнӑ сасӑпа малалла тӑсрӗ: — Ҫапларах акӑ, ман хаклӑ Георгий Алексеевич. Пирӗн ҫумрах питӗ пысӑк, кӑткӑс, йӑлт вӗресе тӑракан пурнӑҫ юхса выртать, турӑлла таса та вут-ҫулӑмлӑ шухӑшсем ҫуралаҫҫӗ, ылттӑнланӑ кивӗ идолсем арканаҫҫӗ. — Вӗсене хӑв килне чӗнессинчен ӑслӑрах япала шутласа кӑларма пултараймарӑн-и эсӗ? Хорь нимӗн те чӗнмест, ҫӑра куҫхаршисене вылятать, хутран-ситрен ҫеҫ: «Ку пирӗн патӑмӑрта килӗшмен пулӗччӗ, ку вӑт лайӑх — ку йӗркелех», текелесе ҫеҫ сӑмах хушкалать. Вӑл, хурапа шурра курма хӑнӑхнӑскер, хӑй чӗрине пусаракан инкеке ӑнланаймасӑр, именчӗклӗн пӑхса ларчӗ. Ку ҫын иртен пуҫласа каҫ пуличчен те хӑйӗн чирӗ ҫинчен калаҫас ҫук, нӑйкӑшас та ҫук. — Ҫапла кирлӗ ӑна!.. Унпа курӑнӑҫнӑ чухне те, унпа пӗрле пурӑннӑ чухне те мӗнле пурӑнӑҫ пулнӑ унӑн? Ачасем те ҫуралчӗҫ ӗнтӗ, темӗнле ватӑсем те вилме ӗлкӗрчӗҫ, хула тулашӗнче танксем переҫҫӗ тата урамри ҫапӑҫура аманнисене эвакуацилемен пулин те, тахӑшӗ чирлесе ӳкнӗ те пулӑшу ыйтать. Хӑйне пурпӗр правительство тет! Пӗрисем кӗнекесем вулатчӗҫ, теприсем калаҫатчӗҫ. Шура Кочнев ҫӗнӗрен килнӗ математик пек туса кӑтартать: вӑл доска патнелле ыткӑннӑ пек тӑвать, ерипен кӑна та мӑнкӑмӑллӑн ларанҫи пулать. Пурте кулса ячӗҫ. Эсир ӑна чӑнах та илетӗр-и е килрен-киле хаклашса ҫеҫ ҫӳретӗр-и? — тесе ыйтрӗ. Ҫак ӗҫе эпӗ ҫаврӑнса килнӗ ҫӗре тумасан, таврӑнсан ку ответлӑха хам ҫине илетӗп. Ҫав хушӑра пӗчӗкҫеҫ, типшӗм, ют хулпуҫҫи ҫинчен хывса илнӗ ҫӗтӗк сӑкман тӑхӑннӑ ҫын асӑрханса утса пырса тӑчӗ; унӑн кӑвак тӗслӗ питне пӗрмай шӑнӑр туртса пӑсать, хурарах тутисене сарса, киревсӗррӗн кулнӑ пек тӑвать; ҫивӗч сулахай куҫӗ таттисӗр мӑчлатса тӑрать, ун ҫийӗнче ҫӗвӗксемпе ҫурса пӗтернӗ кӑвак куҫхарши сиккелет. Давыдов ахӑлтатса кулса ячӗ. — Эпӗ республикӑн тӑшмансем мар, тусӗсем ытларах пулччӑр тесе тӑрӑшнине лайӑх пӗлетӗр вӗт эсир. Киле таврӑнсан, Широкогоров Юрие Городцовӑн пуҫарӑвӗсем ҫинчен ятлаҫа-ятлаҫа каласа пачӗ, лешӗ чи малтан хӑй вӗсем калаҫнӑ ҫӗрте пулманнишӗн кӳренчӗ. Пӗр сехетрен хӳшши пушанса юлӗ, Морис Мустангер вара хӑнасене вашават йышӑнакан хӳшӗре тек нихӑҫан та пурнас ҫук пулӗ, тен. — Яланах кучер мар! Унтан асӑрханса ҫеҫ енчен енне пӑхкаларӗ, сӗм тӗттӗмре ӑна нимӗн те курӑнмарӗ. — Ах, ӗненӗр мана, ӗненӗр эпӗ сирӗн пата мӗн ҫырнине, кӑшкӑрса ячӗ Санин; сасартӑк унӑн вӑтанчӑклӑхӗ сирӗлчӗ, хӗрӳллӗн калаҫма пуҫларӗ: — ҫӗр ҫинче тӗрӗслӗх пур пулсассӑн, таса та иккӗленмелле мар тӗрӗслӗх… ҫав вӑл, Джемма эпӗ сире юратни, эпӗ сире вилес пек юратни пулать. Пӗтӗм калаҫу та ҫакӑ кӑна пулӗ! Нумайӑшӗн упӑшкисене, тӑванӗсене, ывӑлӗсене вӑрҫа илсе кайнӑ. Темле мганнга ҫӗршыва тухатса ҫаврӑннӑ чухне (Казондере чӑтайми кӗтекен шӑп та шай леш чаплӑ асамҫӑ) сыхӑ тӑракан Геркулес кашни каҫ итлесе пӑхса ҫӳрекен вӑрмана пырса тухнӑ. Артур сасси хыттӑн илтӗнсе кайрӗ. Вӑл темӗнле хумхана пуҫларӗ. Йывӑр тумламсем ҫӗре мар, шыва шаплатса ӳкеҫҫӗ, ку вара пӗтӗм айлӑма шыв илнине пӗлтерет. Мӗскӗн, ултавлӑ япала. Ҫакна каласан, майор аптӑраса кайнӑ таверна хуҫине пӑрахрӗ те урамалла тухма васкарӗ. Кунта вӑл уйрӑм алӑксем витӗр малтантарах тухнӑ тӑшмансене тӗл пулчӗ. Тур ҫырлах, мӗн чухлӗ вӑхӑт иртнӗ унтанпа! Лашасене пирӗн кӳлсе те тӑратнӑ. Питех те сарлака шӑлаварлӑ Стельковский капитан, имшерккескер те пӗчӗкскер, сылтӑм флангран пӗр пилӗк утӑмсенче, айккинче, тирпейсӗртереххӗн те уйрӑммӑн утса пырать, куҫӗсене савӑнӑҫлӑн хӗскелесе, пуҫне е пӗр еннелле, е тепӗр еннелле тайӑлтарса, танлӑх-тикӗслӗхе сӑна-сӑна илет. Сырлӑшра лаши-мӗнӗпех виҫӗ хутчен чикеленсе илчӗ, унтан тӳрех шӗвӗр чулсем ҫине пырса ҫапӑнчӗ. Черня тӗлӗнсе те кӳренсе хуҫи ҫине пӑхса илчӗ. Тахӑшӗ мана вӑйлӑ алӑпа тытса алӑк сулли патнелле, кӗтеселле тӗртсе ячӗ. Ҫав кӑмӑллӑ тискер кайӑкпа калаҫма та май пулнӑ, вӑл хӑйне мӗн каланине ӑнланма пуҫланӑ. Темиҫе минутран электрически чейник юрлама тытӑнчӗ. Сӗтел ҫинче хӗррисем сӑтӑрӑнса якалнӑ ӗлӗкхи стакансем йӑлтӑртатса тӑчӗҫ. Фаянс хӑма ҫинче йывӑҫ ҫулҫи хулӑмӑш касса хунӑ ҫӑкӑр татӑкӗсем, ваза тӗпӗнче вӗттӗн-вӗттӗн катнӑ сахӑр катӑкӗсем выртаҫҫӗ. Каҫсерен хуҫи яланах таҫта тухса кайнӑ тата хурӗпе кушак аҫине те хӑйпе пӗрле илсе кайнӑ. Тухатмӑш, ӑшӑ тӑхӑннӑ пулин те, хӑй шӑннине туйрӗ; ҫавӑнпа вӑл, аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те хӑрах урине ҫӑт тытса, кӗлеткине тӑркӑчпа ярӑннӑ чухнехи пек майлаштарса, тек пӗрре те хускалмасӑр пӑрлӑ тӑвайккинчен аннӑ пек, ҫӗрелле ярӑнса анчӗ те тӳрех мӑрьене кӗрсе кайрӗ. Индеецсем ача пӗкӗрӗлсе курпунлӑ мар, ухӑ йӗппи пек тӳрӗ те яштака ҫитӗнтӗр тесе, ӑна кипкепе чӗркесе хӑма ҫумне ҫыхса усранӑ. Мӗнле туйӑм ҫуралчӗ ватӑ Тарасӑн хӑйӗн Остапне курсан? Вунпилӗк тенкӗ таран тӳлерӗм! Хӑна Яков Лукич пӳрнипе тӗллесе кӑтартнӑ еннелле, турӑшсем патӗнче, Ворошилов сӑнӳкерчӗкӗпе юнашар йывӑҫ рамка ӑшне кӗртсе лартнӑ сургучлӑ пичет пуснӑ лист ҫине, ҫиелтен ҫеҫ пӑхса илчӗ. Сенкер вӑрмантан шӗвӗр сӑмсаллӑ пит тухса тӑчӗ. — Апла пулсан, тапӑнма пуҫлӑр. Темиҫе ҫӗр куҫ ун ҫинелле пӑхнӑ: пӗрисем ӑна пит савӑнса, теприсем ӑмсанса пӑхса, сӑнаса тӑнӑ. Хӑй шухӑшӗсене вӑл яланах хитре ҫаврӑнӑшсемпе кӑшкарланӑ, мӗншӗн тесен пӗлсе каланӑ сӑмах чӑлт-витӗр курӑнакан сардониксран тунӑ чашӑкри ылттӑн улма пекех, мӗншӗн тесен тата ӑсчахсен сӑмахӗсем йӗп евӗр ҫивӗч, ҫапса лартнӑ пӑта пек ҫирӗп, вӗсене шутласа кӑлараканӗсем вара пурте пӗр пастырьтен. Павел хӑвӑрт сиксе тӑчӗ. Кайран, ыттисем харпӑр хӑй ӗҫне тытӑнсан, вӑл мана ятлама тытӑнчӗ. Эпӗ халь ҫеҫ вокзалран ҫитрӗм. Анчах хӗр старике ҫӗр таранах пуҫ ҫапрӗ те ҫапла каларӗ: — Ан ирӗксӗрлӗр, мана, атте: кама тупа турӑм, ҫавӑ манӑн упӑшкам пулӗ, урӑх никама та каймастӑп, — терӗ Марыся. Ой, епле хӑрушӑ! — Вӗсем патне лекес тесен, ӑҫта каймалла? Огнянова ӑшӑ чӑлана ҫӗклесе кӗртрӗҫ, ӳтне каллех тӑрӑшса сӑтӑрма пуҫларӗҫ. Кунта вӗсене хуралҫӑ вырӑнне юлнӑ ҫамрӑк кӗтӳҫӗ те пулӑшма тӑчӗ, вӑл Огнянӑвӑн царвулине хыврӗ, урине юрпа сӑтӑрчӗ. * * * Вӑл пуҫне ҫӗкленӗ вӑхӑтра хӗвел ларнӑ ӗнтӗ, унӑн юлашки хӗрлӗ ҫути хӗвеланӑҫӗнче сӳннӗ. — Эсӗ ҫакна сӗнессе эпӗ пӗлсех тӑнӑ, — терӗ юлашкинчен Шурочка, аран илтӗнесле, шухӑша кайнӑ пеклӗн, пусӑмласа, анчах Ромашов ун пӗлтерӗшне уйӑрса илеймерӗ. Эп, айван, таса юрату тупӑнчӗ тесе чунтан шанса тӑраттӑм… Артур ҫӗкленсе тӑчӗ те катехизис сӑмахӗсене каланӑ пекех чаплан ҫапла каларӗ:— Пурнӑҫа Италишӗн пама, ӑна чуралӑхпа чухӑнлӑхран хӑтарма, австриецсене хӑваласа кӑларса, Христоссӑр пуҫне нимӗнле пуҫлӑх та пулман ирӗклӗ республика туса хума чӗнет, — терӗ. Эпӗ Жиранӑн ҫӑмламас мӑйне тутӑрпа яваларӑм та хама хушни вырӑна ҫил пек ыткӑнтӑм. Атте кула-кула мана кӑшкӑрса юлчӗ: — Хӑвӑртрах, хӑвӑртрах, кая юлма пултаратӑн. Кашни самант хаклӑ иккенне Колчо туйса илчӗ те васкавлӑн тухса кайрӗ. Сирӗн историйӗр унта пысӑк шав тунӑ пулас… Инкеке, урамра вӑл пӗр лавҫа та тӗл пулмарӗ, ҫавӑнпа та ӑна плащӗпе пӗркенсе, сӑмса пулнӑ вырӑна юн кайнӑ чухнехи пек тутӑрпа хупласа ҫуранах утма тиврӗ. Мӗнле-ха эсир кӑна асӑрхаймарӑр? Е? — тесе, темӗнле мӑшкӑласа ыйтма тытӑнчӗ Корчагин хӑйӗнчен хӑй. — А! Евгений Васильевич! — терӗ те вӑл, ун ҫине пӑхма пӑртак тутӑр хӗррине ҫӗклерӗ, унӑн алли чавса таран уҫӑлчӗ. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тӑракансем урӑх йышши ҫынсем пулас пулсан, ҫак интервал кӗскерех те пулнӑ пулӗччӗ, тен. Ҫак ӗҫе туса пӗтернӗ ҫӗре иккӗмӗш бригада картишне Давыдов пырса кӗчӗ. Хыттӑн таплаттарса утнӑран, ун урисем айӗнче хӗвелҫаврӑнӑш хупписем чӑштӑртатса юлаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле тӗлӗк курчӗ вӑл. Ҫакӑ Луиза ӗмӗрӗнчи чи хурлӑхлӑ кун пулнӑ. — Станицӑна пыратӑн-и? Тускуб ҫуртӗнчи калаҫакан ҫак экрана пӗр енлӗн ҫыхӑнтарма пулать, урӑхла каласан: ҫыхӑнтаратӑн та — сана курмаҫҫӗ те, илтмеҫҫӗ те. Пӗчӗк шыв урлӑ каҫмалли кӗпер патӗнче вӗсем чарӑнса тӑчӗҫ. Шыв леш енче ҫамрӑк хурӑнлӑх ҫӑран ӳссе ларнӑ. Анчах эпӗ ӑна темшӗн пӗчӗк сӗтел ҫине картус ҫумне хутӑм. Вӗсем мӗне курса чарӑнни ҫавӑнтах паллӑ пулчӗ. — Ҫавӑн пек кирлӗ те, — ятласа илчӗ Ровоама хаджи пике. — Тасал, ҫапкаланчӑк! Унӑн шӑмшакӗнче шӑмӑсем ҫук пекех, тир ӑшне ваткӑ чыхса тултарнӑ та, унта юн чупса ҫӳренӗ пек туйӑннӑ ӑна. Ҫавна ан тунӑр, донья Исидора. Талькав юлташӗсем уҫӑ сывлӑшра ҫыврассинчен хӑраса тӑмаҫҫӗ, ҫавӑнпа та ку задачӑн тупсӑмне тупӑннӑ тесе шутларӗҫ. Вӑл, пасар площадӗнчи пӑрланса ларнӑ шыв кӳлленчӗкӗсем ҫине лаплаттарса пуса-пуса, шӑнса пӑрланнӑ вӑкӑр тислӗк муклашкисенчен такӑнкаласа, утса пырать. — Ӳкӗнмелле-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Мӗншӗн ӳкӗнмелле-ха? — Мӗн тума пӗлтӗр вӑл! — терӗ Джо. Каҫхи апат вӗҫленеспе дворецки салфеткӑпа чӗркенӗ бутылкӑран чӗрӗк курка шампански тултарсан, ҫамрӑк ҫын ман валли ҫине тӑрсах туллиех тултарттарчӗ те ҫав куркана сывламасӑр тӗппипех ӗҫтерчӗ, вара пӗтӗм шӑмшак тӑрӑх кӑмӑллӑ ӑшӑ чупса кайрӗ, хама хӳтӗлекен савӑк ҫынна кӑмӑлларӑм тата тем пирки ахӑлтатса кулса ятӑм. Вӑл нимӗн шарламасӑр, тарҫи унпа хӑй малтан сӑмах тапратасса, ҫӗрле мӗн пулни-иртнисем ҫинчен каласа парасса кӗтнӗ. Унӑн сӑн-пичӗ, тахҫантанпа хырманскер, ҫапах та ни хӑйӗн ҫавракалӑхне, ни уҫӑлӑхне ҫухатманскер, хумханнине уҫҫӑнах палӑртать. Коммунистсем ҫеҫ! Сикнӗ шӑмӑсене лартакан карчӑк манӑн алтунисене каллех хӑйсен вырӑнне туртса вырнаҫтаркаласа лартрӗ, ҫапах та, мӗн усси пулчӗ-ха? Пар-ха хуткупӑса, чылайранпа алла тытман ӑна. Чӑнкӑ ту ҫинче павильон туса лартнӑ, ӑна Эол арфи теҫҫӗ, унта ҫутҫанталӑк илемне юратакансем тӑратчӗҫ, вӗсем Эльборус ҫине телескоппа пӑхма хатӗрленеҫҫӗ; ҫавсен хушшинче икӗ гувернер хӑйсем пӑхса ӳстерекен ачасемпе, юхӑнчӑк чирӗнчен чӗрӗлме килнӗскерсемпе, пынӑ. Кухня тӑрӑх хӑйӗн типшӗм шӑм-шакне хӑвӑрт хускаткаласа ҫӳренӗ май вӑл, ун ҫинелле ҫывраймасӑр аптранипе хӗрелсе кайнӑ куҫӗсене йӑлкӑштарса пӑхса калатчӗ: — У, турӑ йӑнӑшӗ! Эпӗ Черкасовӑна пӗлетӗп, эпӗ унпа нумай калаҫрӑм, унӑн движени шухӑшӗ ӑҫтан тата епле тухса кайнине те пӗлетӗп. Пӗр-пӗринпе хирӗҫлерех калаҫса ерипен шавлани тӗрлӗ тумлӑ ҫынсен пӗтӗм ушкӑнне ярса илчӗ. — Митенька! — хуллен чӗтрет хӗрарӑм сасси. — Аҫу-аннӳне ҫухатнӑ тетӗр-и? — амӑшӗн сӑмахне тепӗр хут каларӗ вӑл. Ҫав каҫхине пулса иртнӗ ӗҫсем ман ӑшӑмра самаях тарӑн йӗрсем хӑварчӗҫ, манӑн нервӑсене те урмӑштарчӗҫ. Вӑл ман патӑмран темиҫе утӑмран йӗрекен сассипе калаҫса чупса иртрӗ: — Джонни, Хура Йытӑ, Дэрк! Эсир ватӑ Пьюна пӑрахмастӑр вӗт, хаклӑ юлташсем, эсир ватӑ Пьюна хӑвармастӑр вӗт! — тесе кӑшкӑрать. Урапасем хушшипе ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ. Вӑл хӑйне тӗлӗнмелле ҫав тери типтерлӗн тыткалать, кушак пекех асӑрхануллӑ, ҫуралнӑранпа та вара нимӗнле пӳтсӗр ӗҫе те хутшӑнса курман; анчах та май килнӗ чухне хӑйне палӑртма, хӑравҫӑна тата та ытларах хӑратма е пӳлсе лартма юратать. Корвет ҫинче хӑрушӑ шӑв-шав ҫӗкленчӗ. Виҫӗ сехет ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, пӗтӗм вӑя, пӗтӗм тимлӗхе хурса вылянӑ пулин те, Павелӑн парӑнмаллах пулчӗ. — Александрийски кӗпе тӑхӑннӑ каччӑ пуҫне ҫеҫ сулса илчӗ. Вӑл вара шутсӑр хӑрушӑ пулӗччӗ! Николай Артемьевич «сӑмах хускатмастӑп», тесе килӗшрӗ, анчах Анна Васильевна ҫак килӗшӳшӗн мӗнле хак панине хӗрне каласа кӑтартмарӗ. Ну-с, малалла мӗн? Анчах вӑл ни шарлак шыва, ни анлӑ айлӑма, хӑйӗн тӗлӗкӗсемсӗр пуҫне ниме те курмарӗ. Вӗсем ҫине кӑтартать иккен асамҫӑ сулахай аллипе, сылтӑммине пӗлӗтелле тӑратнӑ. Кулкаласа та чӗтӗресе, чӳречерен пӑхнӑ вӑл, — унта, решетке хыҫӗнче, пӗр енӗ тӗттӗм те тепӗр енӗ кӗмӗллӗ икӗ тирек курӑннӑ, — хӑй вара ӑшӗнче ҫеҫ шӑппӑн пӑшӑлтатнӑ: — Саншӑн ку, ман савнӑскерем, сан валли ку, ман юратӑвӑм. Лешӗ чӳрече анинчен пӑлханса, хавасланса сиксе анчӗ: — Яраҫҫӗ-ши, э? Тӑман ҫаплипех вӗҫтернӗ, ҫил хирӗҫле вӗрнӗ, вӑл усал ӗҫ тӑвакан ҫамрӑк хӗре чарма пӑхнӑнах туйӑннӑ. Вӑл, хӑйӗн юлташӗнчен виҫӗ ҫул аслӑ пулсан та, унран чылай ҫамрӑк пек туйӑнать: унӑн уссийӗ те тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ-ха, янахӗ ҫинче те ҫемҫе тӗк кӑна. Халӗ ӗнтӗ ӑна хӑй мӗншӗн тӗрӗслӗхе кӗтни, мӗншӗн ывӑлӗн чӑнлӑхӗпе унӑн судйисен чӑнлӑхӗ хушшинче ҫирӗп, тӳрӗ те хӗрӳллӗ кӗрешӳ пулассине курма ӗмӗтленни паллӑ пулчӗ. Вӑрмана, чӑтлӑх ӑшне пӗччен каймалла, ӑҫта ҫавӑн пек ҫӗрӗк тунката пуррине асӑрхамалла та лӑп ҫур ҫӗрте ҫав тунката еннелле ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑмалла, шыв ӑшне алла чиксе ҫапла каламалла: Индеец ҫимӗҫӗ — урпа,Йӑлт тӑкӑн ҫӗр ҫине. Эй, ҫӗрӗк шыв, пӗтер йӑлтах Алри шӗпӗнсене. Унтан куҫа хупмалла та, васка-васка лӑп вунпӗр утӑм аяккалла кайса тӑмалла, вара пӗр вырӑнта тӑрсах виҫӗ хут ҫаврӑнса илмелле, киле таврӑннӑ чухне никама та пӗр сӑмах та каламалла мар. Эпӗ унӑн кӑмӑлӗ чӑтмалла мар начарри ҫинчен, хам нимӗн те туманни ҫинчен калатӑп. Тытӑҫура вӑл ҫапла: халӗ акӑ эпӗ аялта выртатӑп, хул калаккисемпе тӑпрана путарса лакӑмлататӑп, анчах тепӗр самантран эпӗ тӑшман ҫинче выртатӑп, ӑна лапчӑтатӑп. Гленарван вӗсене «Дункан» ҫинчи тирпейлех «Макари» ҫинче ним чул та пулас ҫукки ҫинчен астутарса каларӗ. Кӗскен кӑна каласан, эпӗ ӳпке чирӗпе чирлерӗм. Моряксемпе ҫулҫӳревҫӗсен тӗнче енӗсене питӗ тӗрӗс палӑртмалла, ҫавӑнпа вӗсен уйрӑм палӑртусем пур: ҫурҫӗр-ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ, хӗвелтухӑҫ-ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ тата ыттисем те. — Эсӗ пӗрлештерекен сӑмахсене пӗлетӗн-и? — Мана ун тӑпри ҫине илсе кайма пулмӗ-ши? — Вара муртса ҫитичченех эсӗ колхоз пӗвинче ҫӗрсе ларӑн. Тем пулсан та, вӑл хӑйне врачсем хушнӑ чухлӗ ҫывратрӗ, унччен кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн нихҫан та ҫывӑрманскер, халӗ ҫывӑрма тытӑнчӗ. — Пирӗн условисем ҫав тери примитивлӑ… — терӗ врач, темле пысӑк япала ҫинчен пӗлтернӗ пек, — ҫавӑнпа та майор юлташ интересӗшӗн… — Ҫапах та, мӗншӗн тухатӑн-ха эсӗ? — тӗпчесех ыйтрӗ Давыдов, ҫакӑн пек чухӑн ҫын — чӗмсӗр активист колхозран тухнинчен тӗлӗнсе. Эпӗ вара унпа килӗшрӗм. — Мӗнле пурӑнкалатӑр кунта? — ыйтрӗ Поднебеско. Пӗр минутлӑха кӑна! Халь вара вӗсем килсӗр-йышсӑр пурӑнни тӗлӗшпе ман пуҫра пиншер уҫӑмсӑр ҫӗнӗ шухӑшсем ҫаврӑнма пуҫларӗҫ, эпир пуян, вӗсем чухӑн пулнӑран намӑсланнипе эпӗ хӗрелсе кайрӑм, Катя ҫине пӑхма та хӑюлӑх ҫитереймерӗм. Халӗ ӗнтӗ Давыдов мӗн чухлӗ ытларах лӑпланса пынӑ, Устин ҫавӑн чухлӗ ытларах пӑлханма пуҫларӗ. Лайӑх минута суйласа илсе, эпӗ хуҫаран ыйтатӑп. Сильвер мӗн калани капитаншӑн пӗтӗмпех юмах пулнӑ, анчах вӑл куҫ харшисене те хускатмарӗ. Юрату вӑл нумай шухӑшлаттарать, пысӑк суран тӑвать.. Сассу путлантӑрччӗ сан, шуйттан, перӗххут! Мӑнтӑрскер мар, анчах пит те ҫемҫешке ӳтлӗскер, вӑл ӗнтӗ шӑши тытма пултарайман ватӑ кушак пек туйӑнатчӗ, тутӑ пурӑнӑҫпа йывӑрланса кайса, хӑйӗн ҫӗнтерӗвӗсемпе савӑнӑҫӗсем ҫинчен аса илсе хӗпӗртенипе мӑрласа ҫеҫ ҫӳрекен ватӑ кушак пекчӗ. Булгаков кулса ячӗ. Ҫав вӑхӑталла санӑн ӑйӑрусем те, вилсе каймасан, йӗркене кӗрӗҫ». Пур ҫын та хускалса кайнӑ, ӑна шырама тусем ҫинелле те, лапамсенелле те чупнӑ, унӑн виллине тупма хӑтланса, шыв ӑшӗнче те шыраса ҫӳренӗ. Том Джо индеецӑн тимӗр пек сӑнӗ-пичӗ ҫине пӑхса илчӗ те, унӑн чӗлхи карланкӑ ҫумнех ҫыпҫӑнса ларчӗ. Вӑл ӑнсӑр пулса, шӑлнӗн алли ҫине ӳкрӗ. Пӗчӗк улпут пӗр вӑхӑтрах пӗчӗк улпут та, лавҫа та пулма пултараясси ҫинчен каланӑ сӑмах ӑна питӗ ӑслӑ та ҫивчӗ, кӑсӑклӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хыттӑн ихӗлтетрӗ те хӑйӗн ҫак шухӑшне малалла аталантарма тытӑнчӗ. — Асту, кун пек ӳпкелешни час турӑ патне ҫитекен. Вӑл сана ырӑ тунӑ, эс ӑна ӳпкевпе йӑваплан, пуҫна пултӑр тетӗн-им? — Тимлӗ, Хоуик! — терӗ Халл капитан. Анчах та пӗррехинче Лихо мана, тулхӑра-тулхӑра, шӑртлана-шӑртланах «ҫав тери лайӑх» паллӑ пачӗ. «Мухтав турра», — тесе мӑкӑртататчӗ вара вӑл хӑйне-хӑй, — «ачана ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ, ӗҫтернӗ-ҫитернӗ. Халь ӗнтӗ пурте ҫав тери хаваслӑ, ӑйӑр пек кӗҫенеҫҫӗ, чӑнах! Мана ҫынсем ҫинчен ҫырнине парӑр! Ҫакна ансат сӑмахсемпе, чернил ахаль кӑранташпа ҫырнӑ. «Аннушка!» — тепӗр хут кӑшкӑрчӗ Шубин. — Эпир тӑрӑшӑпӑр, Сэнд капитан, — пуриншӗн те хуравларӗ ватӑ Том. Тата, тепӗр тесен, мӗн пустуя калаҫмалла! — Асту, ҫӑлӑнса тухаймӑн, — тесе систерчӗ те ӑна Уҫӑп, воблине чӑмласа пӗтерсе, сывпуллашма пуҫларӗ. Паллах ӗнтӗ, унсӑр пуҫне эпӗ нимӗнех те тупайман пулӑттӑм, мӗншӗн тесен эпир курнӑ япаласем вӗсем пӗр-пӗр хаҫат ҫинчи статьясем ҫеҫ пулчӗҫ. О Суламифь, эс манӑн арӑм та майра-патша пулса тӑнӑ кун чи-чи телейли пулӗ ман чӗремшӗн. Мухтав турра, эпӗ акӑ шведпа та, турокпа та ҫапӑҫнӑ: пурне те курса тӑраннӑ, — терӗ Иван Игнатьич. Вӗсем наци характерӗсемпе наци шӑписем ҫинчен калаҫма тытӑнчӗҫ, юлашкинчен демократи пирки тавлашма пуҫларӗҫ. — Мӗнле калӑн ӗнтӗ, вӑл господасем калама ҫук ырӑ кӑмӑллӑ, пӗр сивӗ сӑмах та илтмен эп вӗсенчен. «Эпӗ турра кӗлтума ир те, каҫ та манман пек туйӑнать, апла пулсан мӗншӗн асапланатӑп-ха эпӗ?» Вулкан кратерӗн айккинчи стени тӑрӑх анаталла каска пек ҫавӑрӑнкаласа аннӑ чухне Ганс мана тытса илсе вилӗмрен хӑтарнӑ. «Зонӑна» тухса кайнӑ чух Алексей халӗ кӗрхи нумай сӑрлӑ тӗссем вырӑнне икӗ тӗс — хурапа шурӑ ҫеҫ курчӗ. Айӗнчи лаши унӑн ирхине хапха уратине такӑннӑччӗ, ун чухнех эпӗ ӑна: «Каялла ҫаврӑн, Макар, ку усала пӗлтерет!» — тенӗччӗ. Ара вӑл ҫынна хӑҫан та пулин итлени пур-и? Мана ҫар пурнӑҫӗнчи кулӑшла халлапсене каласа пачӗ. Эпе унпа идея пирки калаҫрӑм. Анчах эсӗ мана хӗрарӑмсене ӳкӗтлеме пулӑшӑн-и? Ҫиттӗн тепӗр вӗҫӗнче калаҫу Германине пулмалли вӑрҫӑ пирки хускалса кайнӑччӗ, ун чухне ҫакна нумайӑшсем татса панӑ ӗҫ пекех шутласа тӑратчӗҫ. Мачча айӗнче пӗкӗ евӗр хунарсем чашлатаҫҫӗ, акӑ ҫуталса кайрӗҫ. Ҫапла вара, ҫитмӗл тӑватӑ кун ишнӗ хыҫҫӑн, тинӗсри ҫилсӗр ҫанталӑкпа, хирӗҫ вӗрекен ҫилсемпе, тӑвӑлсемпе ҫине тӑрса кӗрешнӗ хыҫҫӑн «Пилигримӑн» ҫулӗ ҫыран хӗрринче ҫӗмӗрӗлнипе вӗҫленчӗ. Вӑл хута кӗрес тенӗ сасӑпа калаҫать. — Ах, эсир мӗнле те пулсан… пӑсасран хӑратӑп… вӑл халь хӑй сӑнлах. — Юрӑхлӑ хула тупӑнсанах, зал тӳлесе илетӗп те «III-мӗш Ричардри» ҫапӑҫӑва тата «Ромеопа Джульеттӑри» балкон ҫинчи сценӑна кӑтартатпӑр. Хуҫисем тулта тӑрмашаҫҫӗ. Халӗ ӗнтӗ сӗлӗ йӳнелчӗ, — терӗ фельдфебель, аллисене пӗҫҫисем ҫумне ҫат тытса. Унтан вӑл таврари инҫете пӑхса ҫаврӑнчӗ, пулӑшу ыйтма е хуть Уэлдон миссиса лартса яма мӗнле те пулин карап шырарӗ. — Ҫук-ха, — терӗ те Елена, ӑна вӑрҫӑ ҫинчен тата славянсен ҫӗрӗсемпе княжествисем ҫинчен нумай ҫыракан «Osservatore Triestíno» хаҫатӑн юлашки номерне пачӗ. Пурнӑҫра малтанхи хут килнӗ ҫав тери ырӑ та пысӑк савӑнӑҫа унӑн хӑй чӗринче яланлӑхах чӗррӗн те вӑйлӑн; вӑл мӗнле пырса кӗнӗ — ҫавӑн пекех вырнаҫтарса хӑварас килчӗ. — Кам ирӗк панӑ сана темӗнле палламан ҫынсемпе калаҫса ҫӳреме? Никита тухса кайсан, ун ҫинчен хӑйӗн шухӑшне сасӑпах каларӗ: — Куҫӗсем ытла та хитре унӑн, ашшӗн мар, амӑшӗн пулмалла. Сӑмах майӗн, вырсарникун ӗҫлекен шкулсем мӗнле сывлакалаҫҫӗ унта? Коперник кратерӗ, Галилей кратерӗ, Птолемей циркӗ, тесе вулатпӑр. Кратерсемпе цирксенчен нумайӑшне астрономсене чысласа вӗсен ятне панӑ. Хӗрӗх пилӗк минут ахалех лӑпӑртатса лартӑмӑр!.. — Пӗҫҫӳсене те куртӑм эпӗ санӑнне. Ҫапла вара ҫынсене усӑ кӳме ӗмӗтленни ҫеҫ мана хамӑн алла ӑнсӑртран кӗнӗ журналӑн сыпӑкӗсене пичетлесе кӑларма хистет. — Ҫӗр ҫинчи пурӑнӑҫ суялӑхӗ ҫеҫ вӑл… — терӗ пуп. — Кирила Петровича та, паян Андрей Гавриловича ӑсатнӑ пекех, ӗмӗр асра пултӑр тесе ӑсатмалла пуль-ха, ӑсатӑвӗ вӑйлӑрах та пуянрах пулӗ те ӗнтӗ, тата ытларах хӑнасем пулӗҫ — турӑшӑн вӑл пурӗпӗр мар-и? Мучи шаках хытса тӑчӗ, сӑхсӑхса илме хӑтланать хӑй, анчах пултараймасть, сехри хӑпса тухнипе пичӗ-куҫӗ чугунран та хурарах хуралса кайрӗ. — Ытла мала ан сик, — терӗ каллех хорунжий. Лена питӗ савӑнӑҫлӑ, халӗ вӑл нимрен та вӑтанмасть. — Кам вара сана кучертан кӑларчӗ? — Эсӗ пире хирӗҫ тухса килтӗн пулӗ терӗм эпӗ. Маятнике тӗртсе ярсан, вӑл ҫавӑнтах арча ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Мӑнаккӑшӗн сӑнӗ шап-шурӑ, тути чӗтрет. Амӑшӗ хӑйӗн хыҫӗнче чупакан ура сассисене илтрӗ. Шутсӑрах та телей ҫук; ҫак ӗҫе ватӑ ухмах ҫыхланчӗ. Эпӗ те каятӑп… — тенӗ бакенбардӑллӑ господин. Арӑмӗсем сельпон хупӑ лавкки умӗнче ҫӗр ҫинче черетре ларнӑ, хӑйсем кунта епле куҫса килни ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ. Пульӑ шӑп кӑна ҫум курӑка ҫакланчӗ. Анчах та профессор багажа пӑрахут ҫине мӗнле ҫӗклесе куҫарнине тата ӑна трюма антаричченех шикленкелесе асӑрхаса тӑчӗ. Нимӗҫ тата укҫине те кӑтартрӗ; ун чухлӗ укҫа мужик мар, улпут та нихҫан курман пулӗ. Вӑл ҫаврӑнчӗ, стенаран уйрӑлчӗ те сывлӑшра ҫакӑнса тӑрать, шапалла авкаланать, усал сӑмахсемпе шӑппӑн ятлаҫа-ятлаҫа стенаран тытасшӑн. Ун ҫийӗнче кӑвак йӑрӑм-йӑрӑм ҫухаллӑ шурӑ матроска тата ҫутӑ сӑрӑ кӗске юбка. — Курӑннӑ пулать ӗнтӗ, чӑннипе ун пекки пулман та-ха. Анчах пилӗк-ултӑ кун каймалли ҫул ҫинче ку ниме те пӗлтермест, ҫитменнине тата урӑххине тупма та ҫук. Володя вара кӑшт та васкамарӗ, дупельсемпе бекассем ӑҫта тӗл пулни ҫинчен Яковпа калаҫса, вӑл ҫӳлте вӑрах ларчӗ. Чапа-мухтава та юратмасан, пирӗн пурнӑҫра урӑх мӗнле пурӑнӑн-ха тата? — Ним те апла мар, — тесе хӑйне хӑй шаннӑ пек ответленӗ разведчик. Вӑл лешсем патне хӑйӗн ирӗкӗпе каҫнине пан пӗлмест-и вара?» Дениска лашасене хӑваларӗ, кӳме чӗриклетсе илчӗ, вара малалла, анчах халь ӗнтӗ ҫулпа мар, таҫта айккинелле кустарчӗ. Анна Васильевна ӑна, ҫиелтен пӑлханнӑ пек кӑтартса, анчах вӑрттӑн хавасланса кӗтсе илчӗ (вӑл ӑна урӑхла нихҫан та кӗтсе илмен); Стахов вара шлепкине те хывмарӗ, арӑмне сывлӑх сунмарӗ, сӑмах чӗнмесӗрех, Еленӑна чуптума замш перчетке тӑхӑннӑ аллине тӑсса пачӗ. Хытӑ шавланӑ вӑхӑтрах вӑл ура ҫине сиксе тӑнӑ. Чим, кирлӗ мар, вӑл университетра типӗ тытать. Вӑл колонна умне тӑчӗ, вара ҫирӗм ҫын икӗ енчен те тупӑсем пенипе кӗрлесе тӑракан сасӑ витӗр, мӗлке пек шуса, пушанса юлнӑ тӑкӑрлӑка кӗрсе кайрӗҫ. Эпир, Атӑл ҫине анса шыва кӗтӗмӗр те, кайран ҫыран хӗрринчи трактирте ним чӗнмесӗр чей ӗҫсе лартӑмӑр. Карчӑк шӑпланчӗ, анчах хӑй ҫав-ҫавах чалӑштарса хунӑ пичӗпех каялла та малалла сулкаланма пӑрахмарӗ, ҫав вӑхӑтрах тата шултра куҫҫуль тумламӗсем те сӗтел ҫине татӑла-татӑла ӳкме чарӑнмарӗҫ… Эпӗ никампа та юлташланмарӑм, ыттисенчен аякра ним чӗнмесӗр лартӑм. Хӗҫпӑшална пытар. Ровоама хаджи малтанхи кунсенче сарма ӗлкӗрнӗ элеклӗ сӑмахӗ тусӗсем паллашма сӗннӗ ҫынсене Огняновран сивӗтсе тӑнӑ. Мӗне кура савӑнать пуль? Амӑшӗ хӑйӗн кӗске калавне каласа пӗтерсен — пурте пӗр минут пек ним чӗнмесӗр, пӗр-пӗрин ҫине пӑхмасӑр ларчӗҫ. Ҫав кулленхи мӗнпур тӑрмашусенчен, хӑйӗн картине сарсах пыракан самӑр та хӗрлӗ эрешментен — фабрикӑран аякра тӑракан пурнӑҫ ӳкерчӗкӗ куҫ умне ҫӑмӑллӑн тухса тӑрать. Базаров нимӗн те чӗнмерӗ. Павел Петрович ҫӳҫенсех илчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйне хӑй хытарчӗ. Сирпӗннӗ шыв тумламӗсем Тонян пичӗ ҫине пырса ӳкрӗҫ. — Мӗнле улпут майри? — тесе ыйтрӑм эпӗ пӗлес килнипе чарӑнаймасӑр. Еврейсен шӗвӗр кӗтесӗн тухса тӑракан кварталӗсен нимӗн йӗркесӗр ҫавӑрса илнӗ йӗпе пир пек сарӑлса выртакан урамсем пушӑ. Сӑмавар та лартса панӑ пулӑттӑм та, чей ҫук… Партизанра ҫӳрекен арҫынсем малтанах ҫак ҫӗр айӗнчи ялтан хӗвеланӑҫ еннелле, Оленино вӑрманӗсенче тӑнӑ чух, пӗрерӗн те пулин каҫсерен кунта килсе каятчӗҫ. Халӗ вӗсен ҫулне те фронт линийӗ пӳлсе лартрӗ. Пӗррехинче вӑл диктант ҫыртарнӑ чух: «Обстрактно», терӗ. Лось нумайччен ҫапкалашрӗ те кӑшкӑрашрӗ, унтан, вӑйран кайнӑскер, Гусевӑн аллисенчен ҫакӑнчӗ. Ну, пурӗ-пӗрех, кайма пултаратӑн, Гайнан. Унӑн юлташӗ урӑлса кайса пароход хыҫӗнче ларатчӗ, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑра-ҫавӑра илсе, хурлӑхлӑн мӑкӑртатса ларатчӗ: — Ну, вӑт, ҫитрӗмӗр те! — Хӑваласа ҫитмесӗр юлма пултарас ҫук! Унтан Ганс каллех хумсем шавлакан чуллӑ ҫыран хӗррине анса, сулӑ саланнӑ хыҫҫӑн юлкаланӑ хамӑрӑн хӑш-пӗр япаласене ҫӑлса хӑварма тӑрӑшнӑ. — Мӗн пирки ку кунта? — тесе ыйтать халӑх хушшинелле шӑтарса кӗрсе Очумелов. — Эсӗ ман чемодана хатӗрлӗн. Илюш, Костяпа юнашар, ҫавӑн пекех куҫне хӗссе пӑхса ларать. «Ухмах эсӗ, ухмах! Вӑл ҫын, Базаров текенскер, манӑн тусӑм пулать. Хӑвеланӑҫ енче, ял хӗрринче, тӗтӗмпе хуралса ларнӑ пӗр пӗчӗк мунчара икӗ боец хуралта тӑнӑ. Патшан сулахай алли ыталанӑччӗ ӑна. Унтан тата вӑл мӗн шухӑшланине туса пӗтерме тӑрӑшакан ҫын. Ӑҫта кайса кӗчӗ-ши унӑн лара-тӑра пӗлменни, чеченленни те йӑлӑнтарасси, ӑҫта ҫухалчӗ-ши унӑн чӑрсӑр пӑхасси те йӗрӗнсе куласси?.. Мустангерӗ хирӗҫ йӑл кулса ҫеҫ илчӗ те йӗнер ҫинчен сиксе анчӗ. Пӑч-пӑч чӑпар мустанга аслӑк айне кӗртсе тӑратрӗҫ. Кастрона йывӑҫ ҫумне кӑкарчӗҫ. Ҫак сценӑна курса тӑракансем кӑмӑлсене хуҫса тата ҫав териех ҫилленсе кают-компанинчен тухса кайрӗҫ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ мӗн тархасласа ыйтнине нимӗнле сӑмахсемсӗрех ӑнланса илме май пулнӑ. Вара эпӗ акӑ мӗн ҫыртӑм. «Ӑна тупӑка хутӑм эпӗ. Кирлӗ пулсан, озеровецсем темиҫе секунд хушшинчех хӗҫ-пӑшалланса ҫапӑҫӑва тухма пултарнӑ. Вӑл ҫӑмӑллӑн сывласа илчӗ, сак ҫине ҫирӗпреххӗн ларчӗ. Кайрӑмӑр! Пурлӑ-ҫуклӑ вӑйӗпе вӗсене йӑтма та йывӑр пулчӗ ӑна, анчах ашшӗ, хӗрӗ япалисене илсе пыма пултарас ҫуккине курман е маннӑ пек, ӑна пулӑшмарӗ. Кӑмӑл ҫакӑнта туртнипех каяймасӑр тӑтӑм. «Ман сана татах курас килет». Кунашкал туйӑм унӑн хӑйне тытамак тытса пӑрахас умӗн кӑшт маларах пулкалать. Вӗсем хаши кӗтӗвӗсене тӳремлӗхе хӑвала-хӑвала каяҫҫӗ, пусӑсем чавма пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем калаҫнинчен эпӗ хама мӗн кирлине пӗтӗмпех пӗлтӗм, питӗ тав тӑватӑп ӑна куншӑн. Анчах халӗ — вӗҫне ҫитрӗмӗр ӗнтӗ. — Мӗншӗн вилнӗ пултӑр? — Анчах, — терӗ вӑл малалла, татах ӗҫ ҫине куҫса. — Талькавпа мӗнле калаҫкалӑр-ха эсир, Гленарван? — Тӑхтӑр кӑна, эп халех… — терӗ улпут, унтан хӑвӑрт салтӑнма пуҫларӗ. Хӗр мӗн пулса иртни ҫинчен калама тытӑнчӗ, тухтӑр чирли патне пычӗ; вӑл ӗнтӗ ерипен тӑна кӗрсе пырать, ҫаплах йӑл кулма пӑрахмарӗ-ха: — хӑй ҫынсене хӑратса пӑрахнӑшӑн вӑтанма пуҫларӗ пулас. Укҫа пирки мӗнле-ха вара? — Ан чӗннӗ пултӑр, выльӑх! — кӑшкӑрса тӑкрӗ штабс-капитан, Никитӑна халь-халь тыттарса ярас вӗҫне ҫитсе. Ку питӗ лайӑх: эпӗ чунтанах савӑнтӑм. Юнлӑ ҫуррийӗ вара хӑй патнелле тепӗр ҫуррине туртма та тытӑнать, юнӗ ҫав вӑхӑтра шӗпӗне хӑй патнелле туртса илет, шӗпӗн вара питӗ час каять. Ҫемьесем, алӑри пӳрнесем пек, ҫирӗп пурӑннӑ пулсан… Нумайранпа вӑл ҫавӑн пек килӗштерес ҫемҫен калаҫманччӗ. Губернаторсем, тӑванӑм, этем лӑпкӑлӑхне юратаҫҫӗ. — Мӗн эпӗ? Вилесси вӑл — ҫывӑрнипе пӗрех вӗт-ха. — Куртӑр пулӗ, мӗнле хӗрсе кайса чӗтреме тытӑнатчӗ вӑл? Ку шӑпах, маркиз хӑйӑр куписем ҫинче тӑнӑ чух курнӑ япала иккен. Ну, ҫыхланнӑ пулсан, ҫыхланнӑ, тейӗпӗр, — мӗн тӑвас тетӗн? Хапха тулашӗнчен ура сасси илтӗнчӗ. Ахальтен мар пулӗ ӗнтӗ судья апата лармассеренех, мана куҫ хӗссе, ир мӑшӑрланнин усси ҫинчен сӑмах хускататчӗ. Вулкан ҫийӗн, бирюзапа аквамарин евӗр симӗсленсе, ҫурхи каҫӑн йӑп-йӑваш тӳпи ҫӳлелле купол пеклӗн мӑкӑрӑлса ҫӗкленнӗччӗ. — Ытлашши ан ӗҫ, Роберт! Виҫерен иртме юрамасть! — терӗ ӑна Гленарван. Анчах хӑй те вӑл хальхинче виҫелӗх мӗн иккенне кӑтартма пултараймасть. — Ӗҫсем те аван пыраҫҫӗ-и? — Ӑҫта пытарчӗҫ ӑна? Ку тӳрккес старике ҫак ӗҫе татса памалла самантра ҫӗнтереймесессӗн, кайрантарах ун ирӗкӗнчен тухма мана пит те йывӑр пуласси ҫинчен шухӑшласа илтӗм те эпӗ, ун ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхса, каларӑм: — Эпӗ санӑн хуҫу, эсӗ манӑн тарҫӑ. «Пӑх-ха эс ӑна! Ку пуриншӗн те сутмалли юмах пек пулчӗ, ӑна пурте часрах пӗлесшӗн, майор вӑл мӗне пӗлтернине ӑнлантарса пачӗ. — Пӗр вырӑнта ҫухалчӗ пулсан, тепӗр ҫӗртӗн тапса тухать. Виҫӗ минутран старикпе ывӑлӗсем, лайӑх хӗҫпӑшалланнӑскерсем, сӑрт тӑррине хӑпарса ҫитрӗҫте, хӑйсен хӗҫпӑшалӗсене хатӗрлесе тытса, сумах тӗмисем хушшинчи сукмак тӑрӑх чӗрне вӗҫҫӗн утса пычӗҫ. — Вилем каям ҫакӑнтах, герцог, чунтан калатӑп, укҫана эпӗ илмен, илме шухӑшламан теместӗп, ун пекки пулнӑ, анчах эсир… урӑххисем тесшӗн-ха эпӗ… Пирӗн пурнӑҫ вара чӑтма ҫук йывӑрланса ҫитрӗ. Ҫак ӑҫтиҫукӑн пуҫне пире, йӑмӑкпа иксӗмӗре, вӗрентес шухӑш пырса кӗчӗ. — Тен — хӑтарӗ, тетӗп. Ахаль чух хӑрах алӑпах пӑхӑр укҫана ним мар авкалаттӑм, лаша таканне авма та йывӑр марччӗ; халь пур, кӑмрӑк миххисене те ҫӗклейместӗп. Вӗлернин тӑванӗ пӗр сиккеленмесӗр ларчӗ тата ялан леш ҫыран ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Сивӗ ҫил шӑхӑрать, чӳрече хупписене силлентерет… Пӗр ултӑ километр сурчӑкпа вӗҫсе килтӗм. Пӗчӗк кӑмака та пур, — терӗ ҫаврака питлӗ, ҫивчӗ куҫлӑ пӗчӗк хӗрарӑм, — ҫамрӑк негр пек хура сӑнлӑскер. Крыльца ҫине тухса тӑнӑ штабс-капитан «сывӑ юл, Никита!» тесен вара, Никита сасартӑк, макӑрас килмен ҫӗртенех, хыттӑн ӗсӗклеме тытӑнса хӑй улпучӗн аллисене чуптума тытӑнчӗ. Чӗререн парӑнса тӑрассин кивӗ туйӑмне халиччен пӗлмен вӑрттӑнлӑх пек туйӑнакан ҫӗнӗ юратупа улӑштарасси маншӑн ытла та ыррӑн туйӑнчӗ. Хӗвел тӗксӗммӗн туйӑнать, ун ҫути мана ӑшӑтаймасть. Вара вӑл асӑрханса, ҫемҫен каларӗ: — Михаил Иванович ӗҫне хӑй тӑвасшӑн, анчах та асапне урӑххисене тӳстересшӗн ӗнтӗ… Луиза пӗчӗкренпех никама та пӑхӑнмасӑр пурӑнма юратнине палӑртнӑ, уншӑн пулсан, чарӑнса тӑмалли чӑрмав тавраш пулман: тепӗр хӗрарӑм ӗнтӗ ун пек чӑрмав умӗнче чарӑнса тӑратчӗ. Вӑл е пӗр офицер, е теприн патне ыткӑнчӗ, вӗсен ҫаннисемпе тӳмисене тыта-тыта, йӗнӗ евӗр кӑшкӑрашрӗ: — Ну, господасем, ну, кам тӳлесе татать мана ҫаксемшӗн пӗтӗмпех: тӗкӗршӗн, сӗтелшӗн, тутлӑ шывсемшӗн те хӗр ачасемшӗн? Эсир пухусенче тул ҫутӑличченех ларатӑр вӗт. Итлӗр, тытӑнӑр-ха каллех Кайданова вулама. — Господин капитан! — малалла туртӑнса илчӗ Митман. Вӑл икӗ пая уйрӑлнӑ пекех туйӑнчӗ мана, мӗншӗн тесен шалтан тата шӑпах ҫавӑн пек тепӗр ача сыхланса пӑхса илчӗ. Унтан тайкаланса илчӗ те сасартӑк, ӳсӗрле нимӗне уямасӑр-тумасӑрах, тӳрех шыва кӗрсе кайрӗ, ерипен, енчен енне сулкаланса, кӗлет патнелле танкӑлтатрӗ. Козаксенчен чылайӑшӗ урӑх ҫӗрелле кайса пӗтрӗҫ, чылайӑшӗ, ыттисенчен ытларах ҫӳреме юратаканнисем, похода та туха-туха кайрӗҫ. Восстани тапратса ярсан, акӑ, хуторсене хамӑр йышӑнса илме пуҫласан, килӗрен-киле чупса ҫӳресе лашасем шыраса чӑрманиччен, вӗсене пӗрлештернӗ витесенчен ҫавӑтса тухса, йӗнерлесе утланма ансатрах пулать…» — терӗ вӑл. Анчах та сав хушӑрах Франци республики халлӗхе папӑна власть пама шухӑшламасть-ха. Сирӗн куҫӑра ҫапла курӑннӑ! — чееленсе хӑтланма пӑхнӑ Щукарь. — Ӑна кам каларӗ сана? Пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Макар каллех хыттӑнрах калаҫма пуҫларӗ, унӑн хӑйӑлтатарах тухакан сассинчен Давыдов пӗр кӗтмен ҫӗртен лешӗ хӑй мухтаннине пытарманнине сисрӗ. — Вӗсем тӗллеме те хӑтланман. Хиртен вӗрекен ҫил ӗнтӗ вил тӑприсем патне йӳҫ армути тутине мар, хутор хыҫӗнчи итемсем ҫинчи тин ҫапнӑ улӑм шӑршине илсе килет. — Аха, апла сирӗн хӑвӑра хушса панӑ ӗҫсем те пур иккен… «Кӗве». — Манӑн Том ҫинчен, вӑл вилсен, усӑл сӑмах ан каланӑ пултӑр. Смотритель хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ. Василий пупран вак-тӗвек хурлӑхсем тата та нумай тӳснӗ Павка: пуп ӑна хӑвала-хӑвала алӑкран кӑларнӑ, пуршӑн-ҫукшӑнах эрни-эрнипе кӗтессе тӑратнӑ, пӗр урок та ыйтман унран, ҫавӑн пирки вара унӑн мӑнкун умӗн начар вӗренекенсемпе пӗрле пуп патне киле урок пама каймалла пулнӑ. Сывлӑх пултӑр, господасем. Эпӗ яланах вӑл Кораблев ҫинчен ӗмӗтленет пулӗ тесе шухӑшлаттӑм. — Мӗншӗн апла тата? Алексей илтмӗш пулчӗ. — Хӑвӑн киревсӗр сентенцийӳпе Российӑра мӗне пулӑшса пыни ҫинчен санӑн та пулин шухӑшласчӗ хӑть! Ҫӗнӗ сурансем ҫавӑн валли кирлӗ те ӗнтӗ. Манӑн кӑвайт тахҫанах сӳннӗ ӗнтӗ. Кӑвайт сӳнсен те, хам тытса купаланӑ раксем хушшинче пӗр сенкер рак та ҫуккине аванах куртӑм эпӗ. — Ӑна ҫырупа хулана ярсан? Эпӗ вырӑнтан тапранма та ӗлкӗрейменччӗ, профессор чӑтаймасӑр мана тепӗр хут чӗнчӗ. — Ну, халӗ те килте ҫук-и вӑл?! — терӗ. Калаҫнӑ — иртнӗ. Анчах инкек вӗт-ха, чухӑн Петруҫӑн мӗн пурри те кӑвак сӑхман пекки ҫеҫ пулнӑ, вӑл та пулин ҫӗтӗлсе пӗтнӗскер, йӑлтах шӑтса пӗтнӗ шӑтӑкӗсене шутлас пулсан, тепӗр жид кӗсйинче злотых та унтан сахалтарах пулӗ. — Ҫывӑрӑпӑр, Паганель! Эх, халь тесен халь ҫав хӗре тытса чуптумалла, турӑ мана тек клирос ҫине тӑрса алилуя юрлама чартӑр. Пуҫ тӳпине витсе тӑракан ҫӳҫӗм кӑвакарма пуҫланӑ пулин те, карчӑкӑм, куҫ шурри пек, хам ҫумран хӑпма пӗлмест пулин те, халь тесен халь тытса чуптӑваттӑм. — Ҫапла. — Optime. Эхер пуҫа унашкал ӗмӗтсемпе шухӑшсем пырса кӗрес пулсан та, хам паянхи кунпа кӑмӑллӑ пулнине туйса, малашнехи тӗкӗнекен шухӑшсене ним уяса тӑмасӑрах хӑвала-хӑвала яратӑп. Эпир, каласа паракан 93-мӗш ҫулта Париж урамӗсенче революци пуҫламӑшӗн чапӗ те, хаярлӑхӗ те палӑрнӑччӗ-ха. Яхта темӗнле пӗлмелле мар юхӑм ҫине ҫакланнине Джон Мангльс ахалех сисет. — «Чӗлхе» кирлӗ пулать. Яланхи пекех, Юргин полк командирӗ ҫине хӑюллӑн пӑхса илчӗ те васкамасӑр каларӗ: — Тупса килетпӗр, майор юлташ. Мӗнле татӑлаҫҫӗ-ха пӗр-пӗринпе илекенсемпе сутуҫӑсем? Мирон унран ҫилессӗн те типпӗн ыйтрӗ: — Эсир ыран мӗн калӑр тата? — Пурнӑҫ мӗн кӑтартса парӗ! Акӑ вӑл пӗтӗмпех кунта…» Эпӗ чӑх ури ҫинчи ҫурта кая-кая килнисемпе каҫхине Олеҫҫӑпа уҫӑлса ҫӳренисем пач та вӑрттӑнлӑх пулман ӗнтӗ уншӑн: хӑй вӑрманӗнче мӗн пулса иртнине вӑл пӗтӗмпех тӗлӗнсе хытмалла лайӑх пӗлет. Герцог чӑнах та ӑслӑ шухӑш тупрӗ: халӗ ӗнтӗ эпир кӑнтӑрла та пӗр чӑрмавсӑр ишме пултаратпӑр. Куҫӗсем унӑн ҫав самантра сасартӑк сарӑлса кайрӗҫ, тӗттӗмленчӗҫ, тутисем вара питӗ-питӗ уҫӑмлӑн та сассӑр ҫех хусканкаласа темӗнле сӑмахсем пӑшӑлтатрӗҫ. Анчах халь мана иртерех-ха… Вӑл ҫакна курнӑ: унӑн тавра кӗпӗрленекен ҫынсем, урӑ чух телейсӗр те айван, ӳсӗр чух тата та айванрах, тата та ирсӗртерех пулнӑ. Ҫак ирхи сехетре Марко Иванов хула хӗрринчи лӑпкӑ урам вӗҫне тухса, пӗр ҫурт хапхи умне чарӑнчӗ, алӑкӗнчен хуллен ҫеҫ шаккарӗ. Костя ӗнтӗ тумланнӑ, ҫунакан вут ҫинелле пӑхса, пӗчӗк куҫӗсене сӑтӑркалать. Эпӗ тата ҫапла шутлатӑп — ку хушӑка та камӑн та пулин алли тунӑ пулӗ: ытла та типтерлӗ вӑл. Вӗренни — ҫутӑ, вӗренменни — тӗттӗм… — Манатӑн! Вучӗ ҫавӑн пек мӗлтлетсе илчӗ-ши е пурин те чи малтан ҫыннӑн питне курас килнипе ҫапла пулчӗ-ши, анчах та тӗлӗнмелле ҫаврӑнса тухрӗ: пӑхакансем чи малтан унӑн питне мар, тумтирне мар, куллине асӑрхарӗҫ. Ҫапла, халлӗхе япӑх пурӑнатпӑр-ха, анчах колхозниксене калӑр: часах пурнӑҫ пачах улшӑнӗ, лайӑхланӗ. Вӑл сӑран сӑрнӑ пысӑк кресло ҫинче Четьи-Минеи вуласа ларать. — Ним тӗлӗнмелли ҫук, — терӗ тахӑшӗ. — Ҫук, ӑҫта персе антарасси унта! Катерина Сергеевнӑн Коля ятлӑ ывӑл ҫуралчӗ. Улпут арӑмӗ ячӗ: «Кирек мӗн чухлӗ пулсан та, туян», тесе каласа ячӗ. Икӗ сехет хушши эпир шпалсем тӑрӑх, пӗр-пӗринпе пӗрлешсе, уйрӑлса каякан рельсӑсем хушшинче анраса ҫӳрерӗмӗр. Пӗренерен тунӑ пӗччен ларакан пӗчӗк ҫурт патне ҫитсен, — вӑл ҫуртра шкул пулнӑ, — Том урока васкасах пыракан ҫын евӗрлӗ хӑвӑрт кӗрсе кайрӗ, шлепкине йывӑҫ пӑта ҫине ҫакса ячӗ те, ӗҫ тума васканӑ пек, лармалли вырӑна васкаса утрӗ. Жухрай, хӗрхенсе, пуҫне сулласа илчӗ, анчах Павелӑн куҫӗсем кӳренсе пӑхнине курчӗ те шухӑшласа тӑмасӑрах, хӑйӗн маузерне вӗҫертрӗ. — «Ӑҫта юрӑ юрланать, унта телей пулать». Пушӑ вырӑнта, хальхи условисенче, кӗркунне, ҫумӑрпа сивӗре ҫичӗ километр ҫул хывасси питех те йывӑр, — терӗ вӑл ывӑннӑ сасӑпа. Эпӗ пӗр вырӑнтах хытса тӑтӑм, нимӗн тума та пӗлмерӗм — кулса ямаллаччӗ-и, мӗн те пулин каламаллаччӗ-и е нимӗн те чӗнмелле марччӗ-и? Ҫурта ҫути ҫавӑнталла вӑйсӑр ӳкет. Вара, тек тытӑнса тӑрасса шанмасӑр, вӑл стена ҫумне ҫыпҫӑнса тӑчӗ те, ӗнтӗ ним курмасӑр, пит хыпаланса сехет маятникне шырама пуҫларӗ. Госпитальтен тӳрех университета ҫӳретӗп, кунта сайра-хутран ҫеҫ килкелетӗп, — терӗ те Анюта хӗрелерех, скатертьпе пӗрле сӗтел ҫинчен тӗрлӗ ҫӳп-ҫапа туртса антарчӗ. Анчах юлашкинчен эпӗ ҫавна тума пултартӑм. Атте сире: акӑ мӗнле ҫынна ҫухатать Россия, тейӗ. Василий Иванович тӑнӑ ҫӗртех ҫавӑрӑнса илчӗ. — Халь кая юлнӑ ӗнтӗ. Мӗнпур япалине тата станокӗсене, пирӗсене, картинисене пурне те ҫав каҫах ҫӗнӗ те чаплӑ хваттере куҫарчӗ. Жухрай сарлакан ярса пусса ута пуҫларӗ. Пирӗн карташӗнче шӑпах, княгиня пӳртӗнче тӗттӗм. Илья Артамонов, милӗк пек арпашса кайнӑ пуҫне сулса илсе, ура ҫине сиксе тӑчӗ, унӑн пичӗ юнпа тулчӗ, сӑмси кӑвар пек хӗрелсе кайрӗ, вӑл, Барский патне чупса пырса, хыттӑн кӑшкӑрчӗ. Каҫ пуласпа ку шӑтӑка Муани-Лунга чурисенчен суйласа илнӗ хӗрарӑмсене тултарма пуҫларӗҫ. Унта вуникӗ пин доллартан пӑртак ытларах иккен. Шӑлнӗсӗр тӑрса юлнӑ Мэри Грант хуйхине Джон Мангльс ниепле те пусарма пултараймасть, ҫак тӗлӗшпе хӑйӗн хӑвачӗ ҫуккине пӗлсе вӑл ухмаха ересси патнех ҫитет. Эпӗ сире юлма канаш памастӑп. Темиҫе минут каяллахи кӑмӑл пулман пекех. Ах, сво-лоч-сем! Мӗн пултӑр ӑна? Ухмахрах», — шухӑшларӗ ашшӗ. Тӗрӗк ҫаврӑнса пӑхрӗ, хӑй патне чупса пыракан Беспортева курсан, чарӑнса тӑчӗ. — Эсир ҫавна ӑнланмастӑр-и?… Ҫапах та эсир кӑна хӑвӑра май мӗнле те пулин ӑнланатӑр ӗнтӗ? Чӗрем сиксе тухас пек тапать; мана питӗ намӑс та хаваслӑ пулса кайрӗ: эпӗ нихӑҫан та кун пек пӑлханманччӗ. — Эсӗ пӗтӗмпех ҫак ҫӑлкуҫӗ пек, — терӗ Марийка, Андрейӑн аллине хӑй ҫумне хытӑ пӑчӑртаса. Эпӗ пӳрнепе тӗрлӗ япаласем ҫине кӑтартрӑм, вӗсен ячӗсене ыйтса пӗлтӗм. Ҫав шӑтӑк мина ҫурӑлса сирпӗтнипе пулнӑ: унта икӗ центнертан кая мар тар шӑнӑҫнӑ пулас. Огнянов ҫулне-мӗнне пӑхмасӑр йӗсӗм катисем урлӑ, ҫырма-ҫатра урлӑ хӗвеланӑҫнелле утрӗ. Пӗр хӳтӗ вырӑнта канма ларса, хӑйӗн хальхи ӑраскалӗ пирки шухӑшларӗ. — Хамӑр ӑҫта лекнине пӗлмесӗр пирӗн вырӑнтан тапранма юрамасть тесе шутлатӑп эпӗ. — Мӗншӗн? — Калӑр-ха, Павел Михайлович мӗнлеччӗ, — аптрамарӗ-и? Тепӗр ҫеккунт, тепӗр самант — Ромашов вара шалт тӗлӗнтерсе пӑрахнӑ асамлӑ ҫип урлӑ каҫса та каять. Ку вӑл — йытӑ ами, йӗрӗнчӗк йытӑ ами! Каярахпа пысӑк аппарат туса хатӗрлеме, ӑна ҫур ҫуллӑх апат, кислород, ультралиддит саппасӗпе тивӗҫтерме пулать, унтан… унтан — тӗлӗнтермӗш тӗлленчӗксене сӗнмелли ҫеҫ юлать: сире пирӗн вӑхӑтри пурнӑҫ килӗшмест-и — вӑрҫӑсем, революцисем, пӑлхавсем, арӑш-пирӗшлӗх? Халӗ ӗнтӗ чӗтрекен кантра сулчӑланчӗ — ӑҫтан та пулин татӑлчӗ пулмалла. — Мӗншӗн-ха эсир вӑратмарӑр мана? Тӗксӗм те ҫилӗмлӗ юн, ҫӑвартан тухса, кӑвакарнӑ питҫӑмарти тӑрӑх юхса аннӑ… Унтан вӑл каллех рота умне таврӑнчӗ те: — Рота-а… иккӗ! — Фургон патне! Фургон патне! — тесе кӑшкӑрать Джон Мангльс, Эленпа Мэрине хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрсе. Тата темиҫе ҫекундран вӗсем иккӗшӗ те фургонӑн тӗреклӗ стенисен ӑшне кӗрсе инкек-синкекрен хӑтӑлчӗҫ. Чи малтан ҫак ӗҫ унӑн куҫӗ тӗлне пулнӑ: лаша ури ҫакланса ларнӑ мӗн. Хушӑран вӑл кӗсйинчен шоколад кӑларать, пӗр татӑкне хуҫса илсе ҫӑварне хыпать, чӑмлать; ҫӳҫӗ унӑн пӗтӗмпех кӑвакарнӑ пулин те, шӑлӗсем пурте тӗрӗс-тӗкелех. Пӗр самант чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн вӑл: — Мӗншӗн-хӑ эс шӑпах Разметнова пушар начальникӗ туса хутӑн? — тесе ыйтрӗ. Уйӑх та планета. Ӑҫта кайнӑ-ха вӑл? Анчах эпӗ хӑнана маар — тӑшмана; килте кӑмака хыҫӗнче ларса маар — ирӗклӗ ҫул юппинче те сӗм вӑрманта; хӗрарӑм элекӗпе мар — пурттӑршшипе те кистенпе вӗлернӗ, — терӗ Хлопуша. Юлашки ҫырусем Тухса кайнӑ чух эпӗ Катьӑна капитанӑн юлашки ҫырӑвӑсене парса хӑвартӑм. Ҫанталӑкӗ аван тӑрать, шӑрӑх ытлашши пӑчӑхтармасть. Сахӑр завочӗн ҫӳллӗ труби ҫине, хӑмасем сарса, Петлюра офицерӗпе телефонист хӑпарса ларнӑ. Айӑкри люк уҫӑлчӗ те, самолёт ӑшне шинель ҫийӗн шур халат тӑхӑннӑ палламан врач кӗчӗ… Шыв хӗрринелле кайсан, эпӗ ӑна каллех хирӗҫ пулӑп, тен. Вӗсем мӗн калаҫни ҫинчен ман пӗчӗк няня Глюмдальклич амӑшӗнчен пурне те пит чеен ыйтса пӗлнӗ те мана тепӗр кунне ирхине каласа пачӗ. Анчах сасӑсем ӳссех, ҫирӗпленсех, тулсах, хӑватлӑлансах пыраҫҫӗ, пӗр ҫын пек пулса сывлами ларакан халӑх ушкӑнӗн чӗрине тыткӑна илеҫҫӗ. Ун корпусӗ кисренсе пынипе, сӗтел ҫинчи бутылкӑсем хурлӑхлӑн чӑнкӑртатнӑ, ҫак сасӑ анчах Фома хӑлхине ытти сасӑсенчен уҫӑрах кӗнӗ. Ҫук, ҫук, Том, ун пек ан пӑх ман ҫине! Шурӑ ӳтлисен ачисемпе кӑтра ҫӳҫлӗ негр ачисем шкулта вӗренмеҫҫӗ, шыв кӳленчӗкӗсенче пахча ҫимӗҫ, апельсин тата банан юлашкисене шыраса урам тӑрӑх чупса ҫӳреҫҫӗ, типсе хӑрнӑ ирландкӑсем ӑнсӑртран кунта кӗрсе кайнӑ лайӑх тумланнӑ ҫынсенчен апат таврашӗ е укҫа кӗленеҫҫӗ. Хӑвӑр тӗплӗрех шухӑшласа пӑхӑр-ха, эсир лайӑх пӗлетӗр, начальство хушнӑ тӑрӑх, хулара, пуринчен ытла хулари аслӑ урамсенче, чыссӑр выльӑхсене ҫӳретме хушмаҫҫӗ! — Кӗрӗр, мистер Дэнс, — терӗ вӑл мӑнкӑмӑллӑн та йӑвашшӑн. — Ырӑ каҫ сире! Кӑнтӑрла иртсе икӗ сехет ҫитерехпе вӗсем ҫара сӑрт тӳписен хушшисенче сарлакан пӗр темӗн анлӑш пушӑ вырӑна тухрӗҫ. — Тарасыч! — Кушаксем ҫинчен кам каларӗ сире? — ҫиллине шӑнараймасӑр ҫине тӑрса ыйтрӗ Разметнов. Июлӗн 15-мӗш, 16-мӗш, 17-мӗш, 18-мӗш кунӗсенче кимӗ сарлака юханшывӑн кӗмӗл тӗслӗ сийӗпе ишрӗ. Вӑл тепӗр хут каларӗ: — «…Лантенак, хурах, маркиз пулнӑскер…» — Мӗнле вӗренӳ? Халӑх площадь енне йӑтӑнма тытӑнчӗ; пире те унталлах хӑваласа кайрӗҫ. Делегейт хулине ҫитме тепӗр вунӑ мильрен ытла юлман, каҫхине вара ҫулҫӳревҫӗсем Кӑнтӑрти Ҫӗнӗ Уельсӑн чиккинчи 149° долготара ҫӗр каҫрӗҫ. Эпӗ чӗп-чӗр юн пулса пӗтнине курсан, вӑл ман пата хӑвӑрт чупса пычӗ те хӑйӗн алли ҫине илчӗ. «Часах ҫутта тухатпӑр», терӗ тутар хӗрарӑмӗ: «эпӗ лампа ҫутса хӑварнӑ вырӑна ҫитетпӗр». Такам шӑнтнӑ пулӑ илсе пычӗ, тахӑшӗ — пашалу, вӗсенчен пӗтӗм пӳлӗме ӑшӑ ҫӑкӑрӑн йӳҫӗрех шӑрши сарӑлчӗ. Эпӗ халь вӑл аттене йывӑрлӑхран пӗрре кӑна мар хӑтарни ҫинчен, ӑна хӑйӗн пӗтӗм укҫине пара-пара пулӑшни ҫинчен каламастӑп, — именине, тен, пӗлместӗн пулӗ-ха, вӗсем уйӑрман, — анчах вӑл пурне те пулӑшма хавас, ялан хресченсен хутне кӗрет, чӑнах та ӗнтӗ вӗсем калаҫнӑ чухне вӑл питне перӗнтерет те одеколон шӑршлать… Унта «галерасс» текен урапана вӑкӑр кӳлсе ҫӳреҫҫӗ, унпа Аргентинӑн тӗп хулине вуникӗ кун хушшинче ҫитме пулать. Мана ҫав ҫын пит те кӑмӑла каймарӗ, — пӗтӗмпех шурӑ тум тумланнӑскер, вӑл ҫапах та хураскерӗн туйӑнатчӗ, пӳрнисем хушшинче унӑн ҫӑм ӳсетчӗ, пысӑк хӑлхисем ӑшӗнчен ҫӳҫсем курӑнса тӑратчӗҫ. Ҫынсем мар, пурнӑҫ мӑшкӑлласа кулчӗ унран. — Эсир мана хӑвӑр имение илтересшӗн-и? Пӗр сӑмахпа, инҫех те мар темле шыв ҫулӗ пур, — ку пӗр иккӗленӳсӗр. — Сирӗн кӑмӑлӑр таса вӗт-ха? — ыйтрӗ вӑл Феничкӑран. «Юлташ старший лейтенант! Ку — салтак. — Килӗшрӗ ҫав, нумайччен иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн… Вӗсен тӗррисене тума йывӑртарах тата пысӑк ӑсталӑх кирлӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсен ӳчӗсем ҫине час-часах тӗрлӗ чӗрчунсен кӗлеткисене ӳкерсе тӗрлеҫҫӗ. — Крэнкбиль, сире валли эпӗ питӗ аван хыпар илсе килтӗм. Тата мӗн кирлӗ сана, мана мӗншӗн ӗненместӗн эсӗ? Вӑл чавсаланса ларнӑ та кӗнеке вулать, шурала пуҫланӑ тӑрмаланчӑк ҫӳҫ-пӗрчисем пӳрнисем витӗр тӑраткаланса тухнӑ; вӑл ман ҫине йӑлтӑркка куҫӗсене пӗр самантлӑха кӑна ыр суннӑ пекех мар пӑхса илсе, сӑнне тӗксӗмлетрӗ те, мана хӑй ҫывӑхне куҫса ларма май парас мар тесе, ман еннелле якалса кайнӑ чавсине кӑларса хучӗ. Пӗлӗт ҫинелле пӑхрӗ те Тарас — хӗрен-хурчӑкасем карти-картипе пыраҫҫӗ. — Ромочка… ой-ой-ой, мӗнешкел ай-йва-ан ҫак эсир! — тӑстарчӗ вӑл Ромашов пӗлекен ҫинҫешке, ачанни пекле сассипе. Анчах пирӗн ехусем ҫав апат-ҫимӗҫсемпе пурӑнма килӗшмеҫҫӗ, вӗсем тинӗссем урлӑ кайса хаклӑ тӑракан улма-ҫырласем, пахча ҫимӗҫсем, апат-ҫимӗҫсене тутӑ кӗртекен йӳҫӗрех ҫимӗҫсем, ытти япаласем илсе килеҫҫӗ, ҫапла туса вӗсем хӑйсем тӗрлӗ апат-ҫимӗҫе тиркенине кунӑҫтараҫҫӗ. — Пӗлместӗп. Пӑлхав ҫӗкленессе пӗлтермест-и вӑл? Хӗр те шӑп-шӑпӑрт, чӳречерен тулӑх шыв ҫинелле пӑхать. Санин хӑй тахҫан питӗ лайӑх пӗлнӗ вырӑнӗсемпе ухмаха тухнӑ пек ҫӳрерӗ — нимӗн те палласа илеймерӗ вӑл: унчченхи ҫурт-йӗрсем ҫухалнӑ, вӗсем вырӑнне питӗ пысӑк пӗр-пӗринпе ҫыпӑҫтарса лартнӑ ҫуртсем, чаплӑ виллӑсем пулнӑ; вӑл Джеммӑпа юлашки хут тӗл пулса калаҫнӑ сад та ӳссе кайса питӗ улшӑннӑ. Санин вара хӑйӗнчен хӑй — кай, ҫав садах-ши ку? тесе ыйтрӗ. Ну халӗ ӗнтӗ мана шырас шухӑш никам пуҫне те пырса кӗмелле мар тӑватӑп эпӗ. Кӑштах шурнӑ хӑй, пысӑкланнӑ та, паллах ӗнтӗ, вӑл тахҫан Триумфальнӑйри скверта хама чуптӑвакан хӗрача мар. — Эхер те ҫырма леш енчен Гирей-хан килес пулсан, эс ӑна кордона яр, халь киле часах ярас ҫук ӗнтӗ… Вӑл палатӑри юлташӗсем ҫине лӑпкӑн, интереспа пӑхса ҫаврӑнчӗ, ҫав вӑхӑтра Мересьев унӑн ансӑр та питӗ вичкӗн куҫӗсем хӑйне ҫав тери тинкерсе, тӗрӗсленӗ пек пӑхнине сисрӗ. Ҫара урисемпе ҫӗре хыпашласа, Петр дворникӗн йытти ҫине тинкерсе пӑхрӗ, вӑл тӗмӗсем хушшинчен тухса, хӳрине пӑлтӑртаттаркаласа, ун ҫине темӗн кӗтнӗ пек пӑхрӗ. Тата вӗсем ҫакӑн пек нумай та пулманччӗ. Ҫак хӗрарӑм лӑпкӑ, сӑпайлӑ пулнӑ тата унпа пур чухне те, пурин пирки те килӗшнӗ: — Ҫапла, чунӑм! — тенӗ вӑл. — Юрӗ, — терӗ вӑл. — Лайӑх! Пач та вара хоругь мар. Фон Дöнгофа, темиҫе кун каялла ҫапӑҫнӑ леш офицера тӗл пулчӗ! Дуэль, сире кирлӗ пулсан, ҫӗнӗрен пуҫланмасть. Ӳкерчӗке пӑхса пӗтереймесӗрех, лешӗ куҫне хупрӗ те майӗпен урайне выртрӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӗрӗпе ҫыхӑннӑ, пирӗнни пек: тул, ман ӑша, чӗрӗ шыв! тесе халӑх умӗнче йӑпӑлтатакан пушӑ савӑт-сапасем пек мар! Анчах хам каласа панӑҫемӗн ман истори ӑна илӗрте пуҫларӗ, вара тинех вӑл официально калаҫас мелне йӑмтарчӗ. — Эсӗ мӗн ҫухӑратӑн? — тенӗ вӑл малалла, унӑн ҫурӑмӗ ҫинчи юрне пӳрнипе шаккаса. Социализм тӑвас ӗҫрен ан пӑрӑнччӑр тесе, вӑл пӗтӗм арҫынсен класне хусахлантарса хӑварма ӑс ҫитернӗ пулӗччӗ!» — тесе шухӑшларӗ. — Каласа пӗтерӗр, Дмитрий Павлович, каласа пӗтерӗр; эсир мӗн каласшӑн пулнине пӗлетӗп эпӗ. Кунсӑр пуҫне — ачасем ултӑ штук, — хурланса каларӗ Устин. Вӑл пӗрре аялалла, тепре чалӑшшӑн пӑха-пӑха илет. Унтан ытла никам та парас ҫук. Ҫитменнине ман лавкана кайса укҫа илсе килмелле-ха: ҫумра ҫук. Уйрӑммӑнах вӑрлӑхӗ. Чи малтан унпа ҫар командующийӗ калаҫрӗ, унтан вара Бородин генерал-майор, — унпа калаҫасса ӗнтӗ Озеров пачах кӗтменччӗ. — Эсир ӑна пӗлместӗр-и? Артём тухса кайнӑранпа Корчагинсен ҫемьи аптраса ҫитрӗ, Павел ӗҫлесе тупнӑ укҫа ҫитмест. Вара Пойндескстер бинокле илчӗ те прерире ҫӳлелле хӑпарса тӑракан кипариса уҫҫӑнах курчӗ. Сӳннӗ факел ҫутӑ парайман теме те юрать ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Радуб тӗттӗмре, йӗннинчен кӑларнӑ хӗҫне хатӗр тытса, алӑк умӗнче тӑчӗ. Мӗн чӗнмесӗр ларатӑн-ха эсӗ? Алӑка тата ытларах уҫсан, Оленина ҫурма тӗттӗмре ҫамрӑк хӗрӗн йӑрӑс та яштака пӗвӗ-сийӗ пӗтӗмпех курӑнса кайрӗ. Вӑл ман ҫине ҫилӗллӗн пӑхса илчӗ те, пӗр сӑмах хушмасӑр, малалла утрӗ. Озеровецсем вӗсене тыткӑна илчӗҫ те полк штабӗ вырнаҫнӑ пӳрт патне хӑваласа пычӗҫ. Дирижер ӗҫне вӑл, темле чӑтма ҫук йӑлӑхтарса ҫитернӗ, анчах ыттисене питӗ кирлипе кӑна тунӑ евӗр, ӗшеннӗ-пӑрӑнӑҫлӑ та шанӑҫ пӗтнӗ пек сӑнпала ҫеҫ тукаласа пычӗ. Ҫав истори хыҫҫӑн — эпӗ килте вӑрҫса хӑтланнисенчен хӑрама пӑрахрӑм. Унтан вӑл тӗксӗмленчӗ, вара манран:— «Елена Робинзон» вуланӑ-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ. Пӗрех мар-и: путакан ҫын улӑм пӗрчинчен те ярса тытать. Ун хыҫҫӑн кулкаласа савӑнӑҫлӑ хӗрарӑм анса юлчӗ, ун хыҫҫӑн тата — хӗр, лӳчӗркенсе пӗтнӗскер те кӳпчесе ларнӑ пит-куҫлӑскер. Петенька мӗнле ӳсни ҫинчен те Катя каласа панӑччӗ ӗнтӗ, — хурарах кӑна имӗш, шӑлтах вӑхӑтсӑр ҫӗр айне кӗнӗ Саша сӑнарлӑ. — Эпӗ сире пӗлместӗп, — терӗ маркиз. Шаманла хӑтланатӑр! «Павел тӗрес калать, — шухӑшларӗ вӑл, — эпӗ сисетӗп: ҫакӑн пек каҫ тепӗр хут пулмасть». Кӗтесре стена ҫумне ҫакнӑ сехет курӑнать, унӑн циферблатне чечексем ӳкерсе капӑрлатнӑ, вӑчӑрапа икӗ пӑхӑр тукмак ҫакса янӑ: маччапа йывӑҫ шакмаксем урлӑ ҫыхӑнтарнӑ пӗчӗк пӳлӗм ҫумӗнче (ун хыҫӗнче кровать пулма кирлӗ) пӑтасенчен икӗ ряса ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Унтан тӳрех директор хваттерне утрӑм. — Ҫук, Титок ӑна… Хунар ҫутатманпа пӗрех. Пурӑнӑҫа ҫӗнӗ япаласем кӗртнине курайманни Берестовӑн характерӗнче уйрӑммӑнах палӑрса тӑнӑ. Паллах ӗнтӗ, айӑпӗ Евгений Онегинра мар-ха вӑл. Тепӗр минутран ӑна, хӗнесе тата сехрине хӑпартса, коридора кӑларса пӑрахнӑ. Каллех бандитсем кантраран ярса тытнӑ, каллех ҫавӑнта тӑракан кашни ҫын пуҫнех шухӑш пырса кӗнӗ: «Морис Джеральдӑн часах чунӗ тухӗ!» — Юрӗ, — терӗ Пугачев. Вышка ҫинче тӑракан казакӑн вичкӗн куҫӗсем лӑпкӑ аулӑн каҫхи тӗтӗмӗ ӑшӗнче аякран курӑнакан кӑвак тата хӗрлӗ тумтирлӗ чеченецсем хӗрарӑмӗсен куҫкаласа ҫӳрекен мӗлкисене сӑнаҫҫӗ. Вӑл ман лашана курсан, ҫава ӑна астарса килӗ, тен, пӗркунхи пек. Ҫакна каламалла: Симурдена ҫав ачан ашшӗ пулма йывӑрах пулман. Ача тӑлӑх пулнӑ, унӑн ашшӗпе амӑшӗ вилнӗ, вӑл вара суккӑр карчӑк-инкӗшӗпе, пӗрре те килте пурӑнман ватӑ пиччӗшӗпе кӑна тӑрса юлнӑ. Часах ватӑ инкӗшӗ те вилсе кайнӑ. Патша ятарласа пӑхса тӑмашкӑн янӑ ҫынпала пӗрле таврӑннӑ вара икӗ пӗртӑван. Кунта… паллах. Тен, эпӗ шӑпах пренире чӑм тара укесшӗн? Дивизири красноармеецсемшӗн пур тытса илнӗ япаласенчен те, пур ҫӗнтерӳсенчен те хакли пилӗк пин те ҫитмӗл пӗр большевика тата Хӗрлӗ Ҫарӑн икӗ пин политработникне тыткӑнри вилӗмрен хӑтарни пулчӗ — ҫав большевиксене поляксем, чул ещӗке хупса, е персе, е ҫакса вӗлерме хатӗрленсе тӑнӑ. Ку сӑмахсем вара никам кӑмӑлне те килсе пӗтмерӗҫ. — Ҫапла, Уэлдон миссис, — терӗ ҫамрӑк. Тӑна кӗрсен пӑхатӑп та хайхи, нимӗн те пулман иккен мана, турра шӗкӗр, чӗп-чӗрӗ те тӗрӗс-тӗкелех. Половцев ирхине Яков Лукича ҫапла пӗлтерчӗ: — Хамӑрӑн станицӑра пултӑм. Ҫывӑхри ҫынсем эпӗ иккӗмӗш курсри икӗ студента палланине курма пултарасси ман кӑмӑла килчӗ те, эпӗ вӗсене хирӗҫ хыпалансах ура ҫине тӑтӑм. — Пулькине паллӑ тунӑ, вӑл чӑн, — хӑвӑрт сӑмах хушать прокурор. Лукерья Нагульновӑпа нимех те марччӗ — мӗнле пулсан та, уйрӑлнӑ арӑм вӑл, кунта пачах урӑх ӗҫ!.. Вӗсем виҫӗ хутчен чуптурӗҫ, анчах виҫҫӗмӗш хутӗнче чуптума тытӑнарах тӑчӗҫ, иккӗшне те пӗр шухӑшах пырса кӗчӗ тейӗн: мӗншӗн-ха раснах виҫӗ хутчен чуптумалла? Ӑҫта кайса кӗмелле-ши ӗнтӗ халь? — Анчах мӗншӗн эс мана шуйттансем ҫине тӗртсе кӑтартан? Тавтапуҫ. Анчах ҫак самантрах вӑл сулӑнса кайрӗ те наҫилкка вӗҫӗсене кӑштах аллинчен вӗҫертсе ямарӗ. Колхозра епле пурӑнӗҫ-ха вӗсем? А! Тӗтреленнӗ пуҫпа, шавласа янлакан хӑлхапалан, хыттӑн ҫыпӑҫса ларчӗ сасартӑк Ромашов шӑлӗсемпе ҫак чӗрӗ, пиҫӗ, чӑлха витӗр пулнӑран, сиввӗн туйӑнакан ӳт ҫумне. Нимӗнле ҫын та мар эпӗ! Вӑл е тӗрлӗрен сӑс-чӗвве итлесе, е ыйхӑпа тӗлӗрсе, е уҫӑ алӑкран курӑнакан ача кровачӗ ҫинче ҫывӑракан пӗчӗк ачи пӗр пек сывланӑ сасӑ енне пӑхкаласа илет. Вӗсем пуян, эпӗ чухӑн. Фома ҫак аташуран икӗ чӳречеллӗ пӗр пӗчӗк пӳлӗмре вӑранса кайнӑ, унӑн куҫӗ тӗлне чи малтанах пӗр хӑрӑк йывӑҫ лекнӗ. Акӑ ҫыру, эсир ӑна хӑвӑрӑн пулас хуняҫӑр патне хӑвӑрах илсе кайса парӑр». — Пысӑк перемена вӑхӑтӗнче. — Ан лар-ха эсӗ, атя ун патне, вӑл сана курасшӑн… Господин председатель, хӑтланса пӑхӑр-ха, ун ячӗпе мана пӗр-икӗ талӑклӑха та пулин хупса лартмалла туса пӑхӑр-ха. Вӑл эпӗ епле майпа хамӑр йӑх ҫитменлӗхӗсем ҫинчен ҫак чӗрчуна каласа пама пултартӑм-ха, мӗншӗн тесен ҫав чӗрчун ахаль те, эпӗ еху евӗрлине кура, этем йӑхӗ пирки килӗшӳллӗ мар шутларӗ, теме пултарать. Эсӗ, мӗн, килтен пачах уйрӑлтӑн-им? Ҫавӑнтан вара кунтах пурӑнатӑн-и? Натанаил алтарь еннелле, Литурги ирттерекен Викентий тиаккӑна пӑхса илчӗ, ватӑ Гедеона тропарьсем юрлама хӑйне кӑна хӑварса, чиркӳрен тухса та кайрӗ. Ҫӗр ҫинче пӗр дюйм хулӑнӑш ҫӗнӗ юр выртать, юр ҫинче йӗрсем те пур: такам чул кӑлармалли шӑтӑк патӗнчен килнӗ, хӳме хушӑкӗ тӗлӗнче кӑшт чарӑнса тӑнӑ, кайран хӳме ҫумӗпе малалла утнӑ. Куна эпӗ сире ирӗклӗхе хам тутанса курнӑран ҫапла калатӑп, эхер те каялла, вараласа тултарнӑ читлӗхе ҫӗнӗрен килтӗм пулсассӑн, айӑпӗ кунта… ну, юрӗ-ҫке эппин… пурпӗрех, эсир ӑнланатӑр. Тӗлӗнмелле, мӗнле вайӑкласа ҫӳрет вӑл паян, пӗрре ман умма чупса тухать, тепре питрен пырса пӑхать! — Капла та ҫав тери кичем-ҫке-ха, мучи, станицӑра та, кордонра та; кӑмӑл туличчен уҫӑлса ҫӳреме ниҫта та кайма ҫук. Вӑл ытла та ывӑнса ҫитнӗ пек, салху курӑннӑ, ҫавӑнпа та Карди атте сасартӑк:— Эпӗ сире ывӑнтартӑм пулас, каноник атте. Ачаш ҫын, пӗрмаях тӑраниччен ҫиейменнипе ҫурри чирлӗскер, ҫине тӑрсах ҫирӗп чӑнлӑх шыранипе ывӑнса ҫитнӗскер, вӑл кӗнеке вуланисӗр пуҫне нимӗнле савӑнӑҫ та пӗлмен, икӗ вӑйлӑ ӑсӑн хирӗҫӗвӗсене хӑй килӗштернӗ пек туйӑнсан, унӑн кӑмӑллӑ тӗксӗм куҫӗсем телейлӗн кулатчӗҫ. Мӗн тума пултарать вӑл Ревельте? — Кала йӗркеллӗ! — Хижняк мӑшкӑлласарах кулса илчӗ. — Чаплӑ гражданинах мар-ҫке! Ҫан-ҫурӑм вӗриленсе кайрӗ, хам та йӑлтах пӑтрашӑнтӑм: урнӑ пек тем кӑшкӑрса ятӑм, йытта вӗҫертрӗм те ун хыҫҫӑн чупма пикентӗм. Ҫакна хирӗҫ никам та ответ пама пултараймарӗ. — Пырать, аван пурӑнаҫҫӗ. Эп хамӑнне хам пӗлӗп. Урӑх ӗҫсем старик енчен чӗрене те, вӑхӑта та туртса илчӗҫ… Калӑпӑр, санах илер-ха, Макарушка… Ҫак уйсенчен тухмалла, унсӑрӑн комета пире хӗвел патнелле илсе каять. Давыдов блокночӗ ҫине кӗскен ҫапла чарлаттарса ҫырса хучӗ: «Тимофей Борщев — класс тӑшманӗ сӗрӗмлетнӗ ҫын. Илтнӗ пуль, Финляндире вӑн, арҫынсемпе арӑмсем мунчара пӗрлех ҫӑвӑнать, теҫҫӗ. — Санран кам ыйтать, а? — Ҫук, кукамай чирлӗ. Ӳсӗр тӗрӗксен ушкӑнӗ, сӑрнайпа параппан сасси май, васкамасӑр, саранча пек чарма ҫук малалла шӑвать. Дубровский сӑн-пичӗ тӗксӗмленсе илчӗ. Эсир ирхи апат ҫимен вӗт-ха! Николай та кулчӗ, — ку вара йӗкӗте каллех иментерсе, кӳрентерсе ячӗ. Тен, турӑ ҫӑлса хӑварӗ. Сӗтел ҫинче хура трубка тӑрать, унӑн икӗ енче те кружка пеккисем пур. Пӗри — лаптак та пысӑкрах, тепри — пӗчӗкҫӗрех те тарӑнрах. Анчах Хӗвел ҫути тӗкӗртен кӑна мар, хуть те мӗнле япаларан та: сӗтелтен те, тетрадьсенчен те, шывлӑ графинсемпе стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ӳкерчӗксенчен те, йывӑҫсемпе сӑртсенчен те, пӳлӗмре е урамра эсӗ куракан пур япаласенчен те ӳкет. Сунарҫӑн ӑслӑ пуҫӗ халиччен нихӑҫан та ҫавӑн пек йывӑрлӑх курман-мӗн. Вӑл хӑйне хӑвалакан хӗрлӗармеецсене виҫҫӗшне сиккипе тарнӑ хушӑрах персе ӳкернӗ, хӑй вара, джигитовка тӗлӗшпе полкра чи ӑста салтак пулнӑскер, персе тивертесрен хӑтӑлас шутпа, вольтижировка тума тытӑннӑ. Вара Агафон, Гремячие пырсан, чи малтан Давыдовран пулӑшу ыйтрӗ: — Тӗлӗнмелле йӗрке тума тытӑнтӑр эсир, Давыдов юлташ! — терӗ вӑл тарӑхса. Кун пирки мӗн калӑн эсӗ? Турӑҫӑм! — тесе шутларӑм, — акӑ, пулчӗ! Анчах алӑка хуллен кӑна уҫса пӑхрӑм та, вӑл чӗркуҫленнӗ. Мӗкӗрсе тӑрать. Вилӗм! — Тӑхта, — чарса лартрӗ Яков вӑл хӑраса пӑшӑлтатнине. — Малтан эпӗ тухса каятӑп… Эсӗ илтнӗ-и Пушкин ҫинчен? Июнӗн 6-7 мӗшӗсенче ҫав шӑтӑкӑн кукӑр-макӑр ҫулӗпе пырса, эпир ҫӗр хуппи ӑшнелле тата ҫирӗм километр анса кайнӑ; ҫапла эпир халӗ тинӗс шывӗ тӑракан тӳремрен аллӑ километртан ытла тарӑнрах вырӑнта пыратпӑр. Музыка, чечексен шӑрши, хӗрарӑмӑн пылак юратӑвӗ пур вӗт-ха тата! Вӑл йӗпкӗн хура ҫӳҫлӗ те пит илемлӗскер. Пуриншӗн те пӗр харӑс спаҫҫибӑ сана. Малта пыраканни Жухрай иккенне вӑл ҫавӑнтах палласа илчӗ. Мана пӗр япала ҫеҫ: шкуна тӗпӗ хӑйӑра ҫитсе перӗнесси интереслентерет. Эпӗ хама мӗн тери хӑрушлӑх хӑратса тӑнине манса кайнӑ та, сылтӑм енчи борт урлӑ пӗшкӗнсе, карап пуҫӗ айӗнче шыв мӗнле кӑпӑкланнине пӑхрӑм. Хӑйӗн яланхи йӑлипе Дубков, чӑн пулнӑ пек кӑтартса, чи тӗлӗнмелле япаласем, — ҫав шутра кукамӑшӗ хӑй ҫине тапӑннӑ виҫӗ хураха мушкетонпа персе вӗлерни ҫинчен, — каласа пачӗ (ҫав вӑхӑтра эпӗ хӗрелсе кайрӑм та, пуҫа чиксе, урӑх еннелле пӑхрӑм), Володя, ахӑртнех, эпӗ мӗн те пулин каламассеренех имене-имене кайрӗ (ку кӑлӑхах пулчӗ, мӗншӗн тесен, хам астунӑ тӑрӑх, эпӗ вӑтанмалли нимех те каламарӑм), апла пулин те апатлану питӗ кӑмӑллӑ, хаваслӑ иртрӗ. Христос чӗрӗлнӗ ятпа чуптуса илтӗмӗр, вӑл эпӗ мӗнле пурӑнни ҫинчен ыйтрӗ, эпӗ хама мастерскоя, хула тата пурте йӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерни ҫинчен, хам Персине тарма шут тытни ҫинчен ӑна ним пытармасӑр каласа кӑтартрӑм. Геркулес хӑйӗн хӑватлӑ сассипе ӑна кӑшкӑрса чӗнчӗ те, энтомолог ҫавӑнтах мӑйне хуҫасран та хӑрамасӑр чӑнкӑ ҫыранранах анчӗ. Вӑл вӗт кашни кун сакӑршар сехет хушши пуҫа ҫӗмӗрсе шухӑшланӑ ӗҫ! Ҫавна тума сирӗн кӑмӑлӑр ҫитет пулсан, ҫак хӗресе чуптӑвӑр, тата мана юн тӑкассине сирсе яма урӑх май ҫук тесе калӑр. — Лётчик. Ҫак виҫӗ ҫул хушшинче эпӗ ӑна ҫав тери уҫӑмлӑн аса илсе, пӗр хут ҫеҫ мар куҫҫуль юхтартӑм тата хам каллех юратса пӑрахнӑ пек туйрӑм, анчах ку туйӑм нихӑш хутӗнче те вӑрах тытӑнса тӑмарӗ, каялла вара час таврӑнмарӗ. Капитан ҫак опыта темиҫе хутчен те Бенедикт пичче умӗнче ирттерчӗ. Анчах ученӑя хурт-кӑпшанкӑ ҫеҫ илӗртет ҫав. — Ҫичӗ ҫул ҫине кайрӗ ӗнтӗ, — терӗ вӑл, шарт сиксе илсе. Горева ирӗк парасса кӗтсе тӑмасӑрах, вӑл ҫутта сӳнтерчӗ, унтан чӳрече патне иртрӗ те тачӑ чаршава карса хучӗ. Унӑн алли усӑнмах пуҫларӗ. Ҫав вӑхӑтрах аппаратсем ансӑр хут ленти ҫине умлӑ-хыҫлӑн ульмитативлӑ телеграммӑсем ҫыра-ҫыра параҫҫӗ. Телеграммӑсем ҫав-ҫав дивизи валли ҫул тасатса хатӗрлеме хушаҫҫӗ. — Ӑна вуланӑ чухне эсир закона хирӗҫле ӗҫ туни ҫинчен шухӑшланӑ-и? Ир чылая кайиччен вӑл уҫӑ кантӑк умӗнче ларчӗ, пӗр пирус хыҫҫӑн теприне туртрӗ, хӑйӗн халичченхи юратӑвӗсене аса илчӗ, анчах, тӗрӗслеме тӑрсан, ун пурнӑҫӗнче халӗ ырӑпа е хурланса, е, япӑх пулсан, ӳкӗнсе аса илмелли нимӗн те пулманнине курчӗ. Муани-Лунга ӳсӗрӗн шӑл витӗр сӑрхӑнтаракан ним уйӑрмалла мар сасӑсене калаҫу теме май пулать пулсан, вӗсем темле вырӑнти чӗлхепе калаҫрӗҫ. Вӑл Сергее ӳпкелешсе ятлама тытӑнчӗ: — Епле намӑс мар сана! Анчах ухӑ йӗпписем тире тӑрӑна-тӑрӑна ларса хӑпарса тухнӑ питпе алӑсем чӗпӗтсе ыратнине кура, эпӗ ку шухӑша пӑрахрӑм. — Мӗн ним те шарламастӑн? — каллех ыйтрӗ Иван Кузмич. — Эсӗ ман атте тӑванӗн ывӑлӗ пулин те тата атте сана шутсӑрах хисеплӗ ҫын вырӑнне хурать пулин те, эпӗ ҫапах урӑхла шутлатӑп. Тупата туршӑн суймастӑп, мана Макарушка вулама сӗннӗ хулӑм кӗнекере ҫавӑн пек ҫырнӑ, хам куҫпа вуларӑм, эсӗ тем шуйттанла шутлатӑн. Батак! Пӗтӗм кӗрешӳрен те, пушартан та, пӗтӗм ишӗлчӗкрен те ҫак сӑмах кӑна тӑрса юлчӗ иккен, вӑл сӑмах пӗтӗм тӗнчене вӗҫсе ҫаврӑнчӗ, халӑхсен асне кӗрсе юлчӗ. — Нимӗн те пулас ҫукчӗ, — терӗ ученый. Пурте ҫителӗклӗччӗ пулас, анчах инҫет хӑй патне чӗнсен, сӑмахпа каласа та, вӑйпа тытса та чараймӑн, — сывӑ пул, тӑван кӗтес! Лукашка пӗр аллипе хӗре ыталарӗ, тепринпе ӑна питӗнчен ҫупӑрларӗ. Килсе кӗрет ман пата мушик. Мӗскӗн старик, уксах лаша ҫинче ларса пыраканскер, хурахсенчен тарса хӑтӑлайман. Пирӗн кунта ҫулталӑкӗпех ларса ирттермелле ан пултӑрччӗ! Марья Васильевна, хӗрсе кайсах калаҫать пулин те, Николай Антоныч тӗлӗнмелле ырӑ кӑмӑллӑ ҫын, вилнӗ упӑшки ун умӗнче парӑмра юлнӑ тесе хӑйне хӑй ӗнентересшӗн пулса калаҫнӑ пек ҫеҫ туйӑнчӗ маншӑн. Калиныч, пачах урӑхла, идеалист, романтик, хӑпартланса ӗмӗтленекен ҫын. — Сире мӗн кирлӗ? — тесе ыйтрӗ вӑл манран, пуҫне лаша пек, хӑйне пуҫӗнчен тытассине кӗтменскер пек, карт ҫӳлелле ҫӗклесе. Питӗ йӑлӑнатӑп сана, ил! Сирӗн валли эпӗ 3-ш кадриле хӑваратӑп, анчах та халь ӗнтӗ пӗлтерӗшпелен мар. — Анчах халлӗхе — калаҫтӑр ӗнтӗ. Юн кайнине пула вӑл ытла ӗшенсе ҫитрӗ, ҫиессе те паян чӗптӗм хыпман. — Нимӗн те. Ку вӑл строя пуҫтарнӑ ҫар пулман, никам та кунта ун пек ҫара курма пултарайман; анчах вӑрҫӑ тухас пулсан тата пӗтӗм халӑх хускалас пулсан, кашниех сакӑр кун хушшинче, унтан ытла мар, лашапа тата хӑйӗн мӗнпур хӗҫпӑшалӗпе, корольрен укҫа мӗнпурӗ те пӗр червонец ҫеҫ илсе, чӗннӗ ҫӗре ҫитнӗ, икӗ эрне хушшинче вара нимле рекрутла наборпа пуҫтарма май ҫук пысӑк ҫар пулса тӑнӑ. — Ку — юлашки ӗнтӗ. Женя куҫӗнче вара ҫав тери пысӑк, хӑй те ӑнланма пултарайман телей йӑлкӑшать. Унӑн шухӑшӗсем икӗ йӗркепе пыни палӑратчӗ: кӑнтӑрла ӗҫ хушшинче, ҫын ҫинче, унӑн вичкӗн, простой шухӑшӗсем ӗҫлетчӗҫ те ӑнланмалларахчӗ, каннӑ вӑхӑтра каҫсенче вӑл манпа пӗрле хулана, икерчӗсем сутакан кумми патне пынӑ чухне, тата ҫӗрлесенче, ыйхи килмен чухне, пырса кӗрекен шухӑшӗсем ун пек марччӗ. Геркулеспа Актеон карап сӑмсинчи вахтӑра тӑраҫҫӗ. — Эсӗ, Сережа… ан ҫилен мана. «Айта-ха, суккӑр шуйттан ҫури, — терӗм эпӗ ӑна хӑлхинчен ярса илсе, — кала! Лось шнура туртрӗ, экранран пӑрӑнчӗ. — Мӗнле мӗн тӑватӑн? Киро чиркӳрен ытла час таврӑнчӗ. Хусанта ун качча кайнӑ аппӑшӗ пурӑннӑ иккен. Ҫавӑнпа та лайӑх ӗҫлесе илтӗн. Манӑн арӑм яланах ӑна аса илсе йӗрет…» эпӗ чӗлӗм туртрӑм, аттерен ҫапла ыйтрӑм: «Мӗн ятлӑччӗ сирӗн ывӑлӑр, вӑл ӑҫта службӑра тӑнӑ? «Попытка» ун витӗр тухнӑ. Куратӑр-и, мӗн пулса тухать? — Ах, кун пирки сирӗн тӑрӑшмалла пулмасть, есаул господин! — савӑнӑҫлах мар кулса каларӗ те Никольский, ура ҫине тӑчӗ. Акӑ мӗн хӑрушӑ пулнӑ маншӑн: эпӗ унӑн ӳтне, хам ӳт пекех, йӑлтах хам алӑра тесе шутланӑ, ҫав вӑхӑтра хунӑн ӳтне хам алӑра тытса тӑма пултарайман, вӑл манӑн пулман, унпа ман арӑм хӑй мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тума пултарнӑ, эпӗ хушнӑ пек тумасан та пултарнӑ. Эпӗ хам та… Анчах мӗн, эхер те эсир пурнӑҫӑрта хӑвӑра хаклама пӗлекен хӗрарӑма тӗл пулайсанччӗ тата вӑл сире тивӗҫлӗ пулсанччӗ. — Пытарса хур! — пат татсах каларӗ вӑл юлашкинчен. — Пымастӑн-и? Нумайччен, ҫине тӑрсах гимнастика туса пурӑннӑ, протезпа ҫӳреме хӑнӑхнӑ, вара вӑрҫӑ пӗтес тӗлелле ҫара каялла таврӑннӑ. Нихҫан та! Мӗншӗн вӗренес? Пӗчӗк ача! Халӗ вӑрӑ-хурахсен урӑх капитан — Сильвер пулчӗ, вӗсем ӗнте унӑн приказанийӗсене ҫеҫ итлеҫҫӗ. Хура пӗлӗт, тусемпе пӗрлешсе кайса, хӑйӗн кукӑр-макӑр хӗррисемпе ҫӑлтӑрлӑ тарӑн тӳперен пачах уйрӑм курӑнать, вӑл ҫилсӗрех ерипен малалла та малалла шуса пырать. Хӑйӗн ҫуттипе вӑл сӗтел ҫинче чей-чашкисене, эрех кӗленчипе сакуска тата кирпӗч стенасене ҫутатса тӑнӑ. Тӗпелти кӗтесре турӑшсем ҫакӑнса тӑнӑ, вӗсен икӗ еннелле картинсем пулнӑ. Вӑл питӗ лайӑх ҫынччӗ. Юрлакансем чарӑнсан, вӑл, кӑмӑл капламӗпе чӗтресе, вӗсем ҫине кулкаласа пӑхнӑ, унӑн пичӗ лачкам йӗпе пулнӑ. Испанкӑран сывалсанах менингитпа чирлесе ӳкрӗм. Мана Калчо Богданов Букче тесе чӗнеҫҫӗ, — терӗ. Эпӗ Николай Антоныч ӑна хӳтӗленине тӑрӑ шыв ҫине кӑларнӑшӑн-и? — Юлашки кунсенче эс ытти мужиксене куркаланӑ-и? Анчах Петя майор марччӗ-ха, ҫинчен тата ачасене тивекен ҫӗр грамм ҫӑкӑра Петя вӑрлама пултарасса шухӑшлама та ҫук. — Давыдов куҫне хупрӗ, нумайлӑха шухӑша кайрӗ. Гек Финн, халех кравать айӗнчен тух! Ӑна хирӗҫ пынӑ иккен — ку вара вӗҫӗ пулнӑ ӗнтӗ унан, мӗншӗн тесен унта пӗтӗм пурлӑхне сутнӑ пулнӑ.. Ҫав кайӑксем ҫапӑҫнӑ чухне пӗр-пӗринпе явӑҫӑнса кайнӑ, вӗсене уйӑрса илме те ҫук, иккӗшӗ те пӗр ҫыхӑ пулса кайнӑ. Тӗрӗксем старике вӗлерес пек хӗненине вӑл мачча хӑми хушшинчен хӑй курса тӑнӑ та, хаяр юн ӗҫенсене тавӑрмасӑр чӑтма пултараймастӑп тесе, урама чупса тухнӑ, тӳрех Стойко пичче ҫурчӗ патнелле чупнӑ. Кахетински эрехпе минерал шывне ниҫта та кунтинчен ытла ӗҫмеҫҫӗ. Мисс Жаксон, ҫакна курса тӑрса, нимӗн шухӑшлама та пӗлмен. Географ та, Джон Мангльсран ыйтмасӑрах, порта кайса килнӗ. Хуралса пӗтнӗскерсем, хӗрлӗ кӗписене йӳле янӑскерсем, чавса таран тавӑрнӑ аллисене алсатуль тӑхӑннӑскерсем, вӗсем, трюм тӗлӗнче тӑрса, шӳтлӗн, савӑнӑҫлӑн, харӑссӑн, такмак ҫемми май, вӗрен туртнӑ. Унта вара, иккӗмӗш хут коммунизм килсе ҫитичченех хырсем касса пурӑнӑн… Пӑвӑн питех те ывӑннӑ пирки ним вӑранмасӑр нумайччен ҫывӑрчӗ. Хам каятӑп. — Эпӗ сире кансӗрлетӗп-ҫке! — хирӗҫлерӗ лешӗ, вӑйсӑр сасӑпа. Ҫухалнӑ хӗре пит хавассӑн саламлӑ сӑмахсемпе кӗтсе илчӗҫ, вӑхӑтлӑха ку урӑх шухӑшсене пурне те сирсе ячӗ. Кӑмӑллӑскерччӗ, ҫав тери ӑслӑскерччӗ. — Чарӑн, сирӗнпе вырӑс офицерӗ калаҫать! Итлӗр-ха, сирӗн йыттӑр чирлӗ мар-и? Ганспа пичче иккӗшӗ те мана хытӑ ҫавӑрса тытнӑ та, ӳкесрен тытса тӑраҫҫӗ. Вӑл сӑмахсем пӗтӗм тӗнчипех тымар янӑ ӗнтӗ, калассу килет-и, килмест-и, калама тиветех. Паллах, хулана тӗп туса эпир цивилизацие ҫӑлаймастпӑр, эпир унӑн пӗтмӗшне те чараймастпӑр, анчах эпир тӗнчене май паратпӑр… тӳлеккӗн-тӑнӑҫлӑн, мӑнаҫлӑн вилме. Мӗн тупнӑ вӑл манра? Корытовӑн сархайнӑрах пӗркеленчӗк пит-куҫӗ сыв мар ҫыннӑнни пек курӑнать, хӑй патне кӗнӗ ҫынтан тӗлӗнни, темшӗн аптраса ӳкни, хавха пекки палӑрать. Пруссипе тата Австрипе питӗ хаяр, питӗ хӑрушӑ вӑрҫӑ пуҫланса кайрӗ. Ҫывӑракан тапрансан, ачасен юн тымарӗсенче юн сивӗнсе ларнӑ пек пулчӗ, хӑйсем те пӗр вырӑнтах хытса кайрӗҫ. Анчах халӗ вӗсен хӑрани пӗтӗмпех иртрӗ. — Ырӑ шухӑшлӑ ҫын хӑй пӗлменнипе тунӑ йӑнӑша яланах тӳрлетме пулать. Анчах усала вӗреннӗ, хӑйӗн усал енӗсене пытарма лайӑх пӗлекен тата ҫавсене ним айӑпа тухмасӑр туса пурӑнакан ҫын общество ырлӑхӗшӗн пит пысӑк хӑрушлӑх пулса тӑрать.» Вӑл Наталья ҫине пӑхнипе Наталья хӑй те ун ҫине пӑхать, ӑна шелленӗ пек, темле тӗлӗнмеллерех, ҫемҫен кулса илет. Епле-ха капла, ку тахҫанах пулнӑ-ҫке, унтанпа пилӗк ҫула яхӑн иртнӗ… Юлашкинчен эпӗ ҫак шурлӑх урлӑ каҫкаласа ӳкрӗм, пысӑках мар тӗмеске ҫине хӑпарса тӑтӑм, халӗ хаттӑна лайӑхрах пӑхма та май пур. — Ия, эпӗ пӗлетӗп. Эсир Шепиловкӑра пулса курман-и-ха? Каҫхи сывлӑмпа ту ҫилӗ манӑн ҫуннӑ пуҫӑма уҫӑлтарсан тин, ӑс-тӑнӑм яланхи пек йӗркене кӗрсе ҫитсен тин пӗтнӗ телей хыҫҫӑн хӑвалани усӑсӑр та ӑссӑр иккенне тавҫӑрса илтӗм эпӗ. Турӑҫӑм, карлӑкӗсем мӗнле! вӑт ӗҫленӗ-тӗк ӗҫленӗ! Вара майор нимӗн те пулман пекех тухса кайрӗ, иккӗленекен шухӑшӗсем пирки чӗрине ыраттарса пӑшӑрханакан Паганеле вӑл пӗчченех хӑварчӗ. Майор мисс Арабеллӑпа калаҫса татӑлчӗ, вара тепӗр вунпилӗк кун иртсенех Малькольм-Кэстльре чаплӑ туй туса ирттерчӗҫ. Паганель ниҫтан сывлӑш кӗмелле мар пек хура сюртук тӑхӑннӑ, ҫавӑнпа та ун ҫине пурте тӗлӗнсех пӑхаҫҫӗ. Сатирӑпа кӑна пулсан, мӗншӗн-ха унӑн куҫӗсем ҫавнашкал хӑрушӑ йӑлтӑртатрӗҫ? Анчах Говэн ӑслӑ ҫын. Пӗр минута та ахаль сая ямалла маррине ӑнланса, никампа канашламасӑр, нимӗнле кӑтартусем кӗтсе тӑмасӑр, пурне те ура ҫине тӑратнӑ; хӑй отрядне пуҫтарнӑ, лашасене йӗнерлеме тата тупӑсене кӳлме хушнӑ та, лашине утланса, Лантенака хирӗҫ ыткӑннӑ. Бретанӗн икӗ пуҫӗ Дольре пӗр-пӗринпе ҫитсе ҫапӑнаҫҫӗ. Вӑйлӑ тытӑҫу пулса иртет! — Эс пӗлместен-и, Марийка, Соколов тухтӑр ӑҫта пурӑнать? Пурне те персе пӑрахатӑп, бандит чунӗсем! Даша инке пире вӑратма тӑрсанах мӗкӗрсе ячӗ вӑл, вара пирӗн юри тата пӗр ҫур сехет хушши ҫывранҫи тумалла пулчӗ. Тӳрӗ чунлӑ ҫынна, вӑл тӑмсай полицейскипе килӗштерме пултарайманшӑнах выҫӑ усраса вӗлерни ухмахланни пулмасть-им ӗнтӗ? Каблешковпа Огнянова хӑй итлесе пӑхтӑр терӗм. — Вӑхӑта ҫухатма юрамасть. Пӗтӗм чунтан канаш ларатӑп. Вӑл, ывӑлӗн пуҫне хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫумне хӗстерсе тытса, ачашласа илнӗ, унтан каллех:— Мӗне кирлӗ вӑл ҫын улмине вӑрласси? — тесе ыйтнӑ. Анакан хӗвел ҫуттинче ылтӑн тӗслӗн курӑнакан тусан ҫӗре ӳксе лӑпчӑнчӗ. Ҫав вӑхӑтра гудок янӑратса ячӗ. Ҫӳрени усӑсӑр пулнӑ пирки ӑна хӑйӗн хваттерӗ те кичеммӗн те ирсӗррӗн туйӑнса кайрӗ. «Маттур ҫапӑҫаҫҫӗ запорожецсем! ыттисен те урӑх ҫӗршывсенче ҫапла ҫапӑҫмалла!» терӗ вӑл ҫавӑнтах пурне те илтмелле. Ази ҫыннисеннилле чеелӗх правительство тимлӗхне вӑхӑтлӑха вӑйсӑрлатрӗ. — Мӗн тума калаҫатӑр эсир кӑна? — ыйтрӗ вӑл. Ку юрӑхсӑр япалапа мӗн тӑвӑп эпӗ? Хамӑр вӑя шанмалли ҫеҫ тӑрса юлать. Мӗн пулса тӑчӗ-ши ҫавӑн хыҫҫӑн? — Эпӗ хамӑнни патне каятӑп, — хуллен ответлерӗ Ситановӗ. Эпӗ ӑна хамӑн фляжка тӗпӗнче усрарӑм. Е тата: «И святой барыша ради молится». Полли мӑнаккӑшӗ пукан ҫине кайса ӳкрӗ те кулса ячӗ, унтан макӑрма пуҫларӗ, кайран пӗр вӑхӑтрах кулчӗ те, макӑрчӗ те. «Чимӗр-ха, Иван Иванович, калама ирӗк парӑр, ун пек май та пулас ҫук. Эп — капитан… тетӗп. Унтан та ытла, вӗсем пӗр-пӗр стратегилле чеелӗх те шутласа кӑларма пултарнӑ. — «Тӗрӗс, штабс-капитан господин», — терӗ вӑл. Часах вӑл тумтирне улӑштарса тӑхӑнчӗ, апатланчӗ. Унтан выртрӗ те ҫуртине вӗрсе сӳнтерчӗ, кравачӗ ҫинче енчен енне ҫаврӑнкаларӗ; хӑйӗн ҫаплах ыйхи килмерӗ. Вӑл питӗ ӑслӑ… чӑн та. Анчах тимӗрҫӗ пирки шухӑшлаканни Оксана ҫеҫ пулман. Ҫак самантра кӗпӗрленсе килнӗ кашкӑрсем хушшинче темскер пӑтрашӑнма пуҫларӗ. Унта та кунта хапхасем уҫӑлаҫҫӗ те вӗсенчен хӑйсен ӗҫӗсене васкакан ҫынсем тухаҫҫӗ. Пӗр хапхаран кӑвак ҫӳҫлӗ ҫӳлӗ ҫынпа арҫын ача тухрӗҫ. Кам та пулин атте патне янах иккен телеграммӑна. Пурте ман ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, малашне те яланах йӗрӗнсе пӑхӗҫ… ниҫта кайса кӗме те ҫук ӗнтӗ манӑн малашне: туслӑх та, юрату та, чапа тухасси те инҫетре ӗнтӗ манран… пӗтӗмпех пӗтрӗ! Давыдов сулахай аллинче ҫуркаланса пӗтнӗ, тӗсӗ кайнӑ матрос тельняшки тытса пырать. — Ҫук, эпӗ пултаратӑп! Хӑюллӑн та хӑвӑрт чупать вӑл карталанса ҫаврӑнакан хӗрсем хыҫҫӑн, хӑшне те пулин тытма хӑтланса, пӗр ҫӗртен тепӗр ҫӗрелле ыткӑнать. — Пирӗн пата ҫывӑхах килнисем, вӗсем, тен, хӑйсем те нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Пӗчӗк хваттерте гитара янӑрани тата Тая юрри час-часах илтӗнме пуҫларӗ. Пурӗпӗр ылханлӑ пуп пурӑнӑҫ кӑтартас ҫукчӗ мана, халӗ акӑ эпӗ ун ҫине лачлаттарсах суратӑп, — шухӑшласа пырать Павка, килелле ҫывӑхарса. Хам ӗмӗтленекен телее курма кӑшт та пулин шанчӑк пур вӑхӑтра эпӗ телее ӑсра лӑпкӑн сӑнарлама пултараймастӑп-ха. Хӑвна — ҫӗр ҫинче пӗр эсӗ анчах питӗ лайӑх хӑяр иккен те, пурте сана ҫисе ярасшӑн пулнӑ пек туйӑнать. Сана кӳрентермерӗ-и вӑл? Пароход ҫинче чи интереслӗ ҫынӗ — кочегар Яков Шумов, вӑл сарлака кӑкӑрлӑ, тӑваткӑл мужик. Хӑш-пӗрисене ҫара илсе кайрӗҫ, хӑшӗсем хӑйсем тара-тара пӗтрӗҫ. Ҫапла, Павел ҫак виҫӗ ҫул хушшинче пӗвӗпе ҫеҫ мар ӳснӗ. Хӗрарӑмсем юлӗҫ терӗн-им? Тепӗр эрне иртсен Лоснякова госпожа хӑй патӗнче ӗҫре Павела та, Николая та хӑварнине, Татьяна хӗре таҫта янине пӗлтӗм; леш хӗр текех кирлӗ мар пулнӑ пулмалла. Пӑхӑр-ха, тархасшӑн, ӑна япӑх! Эпӗ хам валли ҫак ҫурта туянтӑм, авлантӑм, халь ӗнтӗ ачамсем те пур, а вӑл хӑйӗн укҫине кӑмакана пӑрахрӗ те ҫунтарса ячӗ. — «Эсир черкес хӗрӗсене пӗлместӗр-ха, — терӗм эпӗ, — вӗсем грузинкӑсем пек мар, Кавказ леш енчи тутар хӗрӗсем пек те мар, — пачах вӗсем пек мар. Развалихин ялсенче ҫӳреме юратмасть. Хӑш-пӗрисемшӗн ту хысакӗнче хӗҫ-пӑшаллӑ ҫынсене курнӑ пек те туйӑннӑ; анчах ҫавсем ӳсен-тӑран тӗмӗсем кӑна пулнӑ иккен. Жухрая ӑсатнӑ пулсан, апла… Пирӗн пурнӑҫра ҫапла та пулса тухать вӗт-ха: ҫыннӑн мар, кайӑкӑн кӗске вӑхӑтлӑх кӑна телейӗ те чун-чӗрине суран тивнӗ хӑш-пӗр этеме пӗртте ӑмсантармасть, йывӑр аса илӳсемпе хурлантарса асаплантарать ҫеҫ… Разметнов сӗтел хушшинчен васкаса тухрӗ, амӑш енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса, ваткӑллӑ пиншакне тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне чӑмӑртаса лутӑркарӗ. — Ку ман атте, — терӗ Степка Огарнов, сӑмсине туртса. Чӗнӳ ӑҫта? Уэлдон миссиспа Дик Сэнд ним шутлама та пӗлмерӗҫ. — Мӗншӗн тесен эсӗ, моряк пулнӑскер, тӗн тӗшмӗшлӗхне мӑй таранах кӗрсе ӳкнӗ. Юлашки вӑхӑтра вӗсемпе ҫыхӑну тытса тӑракансем темшӗн сайрарах килме пуҫларӗҫ, крайри восстани центрӗн ахаль кӑна пулин те лайӑх ҫыпӑҫтарнӑ пакечӗсенчи сӑмахсем вӗсемшӗн тахҫанах хӑйсен хакне ҫухатрӗҫ ӗнтӗ… — Мӗн пулчӗ-ха? Лозневой ҫак вӑхӑтра хӑйӗн походра ҫӳремелли ҫӑмӑл палаткинче выртнӑ-мӗн, — палаткине ҫамрӑк юман айне карнӑ. Юманӑн кукӑр-макӑр турачӗсем ҫинчи ҫулҫӑсене ҫил лӑскать. Кактуссен тӑван ҫӗршывӗнче пурӑнакан ҫынсем нумайӑшӗ тухтӑрсене шанман пек, Зеб та вӗсене шанман — май килсен те, вӑл чирлӗ ҫын патне нимле тухтӑр та чӗнес ҫук. Тепри ман вырӑнта княжнана качча тухма ҫеҫ сӗнӗччӗ, анчах авланас тени мана темле юмахри пек тыткалать: эпӗ хӗрарӑма темӗнле хӗрӳллӗ юратсан та, вӑл мана хӑйне качча илмеллине кӑшт систерсенех, — сыв пул вара юрату! «Эс илтместӗн мана! — йӳҫенчӗк ӳпкевпе пӑшалтатрӗ Ромашов. — Тӗлӗнмелле. Ӑҫта кайса кӗме пултарчӗ-ха ҫав ача?.. Акӑ унӑн ӳт-пӗвӗ чӗтресе илнӗ, вӑл ӑна кӗре пуҫланӑ. Килӗшӳсӗр те пит айван хӑтланни ку. Пӗр ӑнсӑртран пулнӑ ӗҫ ку йӗркене те тӗппипех улӑштарнӑ. Тӳрех ман паталла чупать. Кӗтӳҫӗн йывӑҫ шӑхличи шӑхӑртса ячӗ. — Эсӗ асту, ман патӑмра, анчах хӑвна-хӑв ан ман, — тесе пӳлчӗ ӑна тачки шӑртланса кайса: — санпа, ухмахпа, шӳт тӑваҫҫӗ; санӑн, ухмахӑн, кӑшт тавҫӑрса илсе, хӑвпа калаҫнӑшӑн тав тумалла. Турӑҫӑм, мӗн пулчӗ-ши мана, эпӗ унти сӑмаха вуласан: манӑн чуптумалла! — Ҫу-у-ук… Мӗскӗн хӗрарӑм патӗнчен эпӗ нумай пурӑннипе вӑтанса мар, урӑх сӑлтавпа кайрӑм. Эпӗ текех ун хӳшшинчи йывӑр сывлӑша тӳсме пултараймарӑм. Ҫав самантрах тискер шӑхӑрашу та ҫухӑрашу илтӗнсе кайрӗ: пӑлхавҫӑсем крепость патнелле сиккипе чупма пуҫларӗҫ. Пиратсем ӗҫме-ҫимене те ҫакӑн пекех иртӗхсе тыткалаҫҫӗ: сысна ашне кирлӗ виҫерен сахалтан та виҫӗ хут нумайрах ӑшаланӑ. Вӗсенчен пӗри ухмахла кулса аш юлашкине вут ҫине ывӑтса печӗ. Ҫакнашкал яланхи пек мар япалана хыпса илсен, вут тата ҫуттӑн ялкӑшса кайрӗ. Вара ҫав хӗрарӑм чуптунисем, хулпуҫҫийӗсем ун умне тухса тӑраҫҫӗ, ӑна хӗрарӑмӑн парӑнса калаҫакан ачаш сасси илтӗнет. «Ман выртман ҫӳҫ пайӑркисем мӗн тунӑ-ши ӑна… урӑххи ҫинчен калаҫмалли ҫук-ши вара?» — тесе шухӑшласа илтӗм те кӗтессе кайса тӑтӑм. — Кӗпер мӗнле? — тесе кӑшкӑрса тухрӗ вӗсем патне Глеварван. — Ҫак самантра голова ҫӳлелле ҫӗклерӗ те пуҫне темскер итлесе тӑнӑ чухнехи пекрех тытрӗ те. Ҫӳлерех сӑнласа кӑтартнӑ ушкӑнран кӑшт аяккарах ларакан шуранка, хумхануллӑ та хитре сӑнлӑ Петр ҫине ҫак самантра кам пӑхсан та, кашни чун-чӗре хусканӑвне уҫҫӑнах палӑртакан хӑйне евӗр сӑн-пите такам та асӑрханӑ пулӗччӗ. — Ӗҫеҫҫӗ ҫав. — Ӑна атте мӗн пӗрле пурӑна пуҫланӑранпах туласа пурӑннӑ, халь акӑ Жорж тертлентерет, а эпӗ ӑна питӗ шеллетӗп… хӑй мана Жоржа юратнӑ пек юратмасть пулин те… — Кунтан каяс пулать санӑн. Хӑратӑп, мӗншӗн тесен, ытах та каласа ярсан, чун пушанса юлма пултарать… вара нимӗнпе те пурӑнма юлмӗ! Эй, мӗн чул кӑна тӳсмен-ши эпӗ хамӑн вӑрӑм чӗлхем пирки. Ҫапла-и, ҫапла мар-и? Эпӗ, пепкеҫӗм, мӗнпурне пӗлетӗн, манран нимӗн те пытарӑнаймасть. Нумай-нумай япала паллӑ маншӑн, вӗсем ҫинчен эсир пӗтӗмпе тавҫӑрса та илейместӗр. — Ырӑ государь, — терӗ Ковалев хӑюллӑнтарах, — сирӗн сӑмахсене мӗнле ӑнланмаллине эпӗ пӗлместӗп… Тӑватӑ тӳрлетӳ пур. — Халӗ ӗнтӗ ку япаласене Джима мӗнле памалла-ши? — терӗ. — Сирӗн юратас килет, — пӳлсе хучӗ ӑна Базаров, — анчах юратма пултараймастӑр эсир: акӑ ӑҫта сирӗн телейсӗрлӗх. — Лури, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна, — кил-ха кунта. Вӗҫӗ-хӗррисӗр халӑх утакан ҫулӑн икӗ айккипе ыйткалакансен шутсӑр-хисепсӗр ушкӑнӗ икӗ ретшерӗн ларса тухнӑ, аллисене тӑсса кӗлмӗҫ ыйтаҫҫӗ. Айртон Ҫак сӑмахсем мӗн таранччен тӗлӗнтерсе янине ҫырса пама та хӗн. Ҫапла пулнӑ та иккен, анчах эпӗ ун савӑнӑҫне кайран кӑна ӑнлантӑм. Йӗрлесе палӑртасран шикленсе, васкама, ҫав вӑхӑтрах тата япаласене турттарассине те вӑраха хӑварма пултараймастӑп, мӗншӗн тесен срока ӗлкӗрмелле. Пирӗн куҫҫулӗсене кам шӑлса типӗтнӗ? Эпир пӗр-пӗринпе татӑлнӑ чухне ҫаксене ӑна йӑлтах аса илтерӗп-ха. — Ма апла тата, господа? Манӑн ун умӗнче суяс килместчӗ, ӑна хам мӗн шухӑшланине, мӗн туйнине пӗтӗмпех каласа парас килетчӗ. Капитан пире грузсене урӑхла вырнаҫтарма хушрӗ, кун хыҫҫӑн кимӗ тӳрленчӗ. Сехет йӗппи тепӗр хут ҫаврӑнса ҫитрӗ — эпӗ ӗнтӗ хама пӗр пӗчӗк пӳлӗмре иккенне куратӑп. Ҫак виҫӗ ҫул хушшинче эпӗ пур каҫсене те тенӗ пек унта ирттернӗ. Саша мана темиҫе хутчен те: «Ҫывӑрнӑ чух ун питне хӑрӑм е ваксӑ сӗр-ха, минтерӗ ӑшне булавкӑсем чиксе хур-ха, е урӑх мӗн те пулин ту», тесе ҫавӑрса хӑтланатчӗ, анчах эпӗ кухарккӑран хӑраттӑм, ыйхи те унӑн пит ҫӑмӑлччӗ, час-часах вӑранатчӗ; вӑранатчӗ те лампа сутатчӗ, ларатчӗ вара вырӑн ҫинче, таҫта кӗтеселле пӑхса. Ӗҫлесе ларакан Джемма пуҫне ҫӗклерӗ те ун ҫине пӑхрӗ. — Каларӑн та, — пӳлчӗ ӑна Иван, — юрать-ха, мӑшӑрӑм мана ун пирки шӑп вӑхӑтра систерме ӗлкӗрчӗ… мӗншӗн тесен Рада хуҫи, Аничка, тарса кайнӑ чух ман арӑма тӗл пулать те: Стайка, эс Ивана кала-ха, тет (мана пулать ӗнтӗ), Рада тарса каясшӑн мар, тет, тем пек ӑна тархасларӑм, тет, учительницӑна ан пӑрахӑр ӗнтӗ, вӑйпа та пулин хӑвӑрпа илсе кайӑр, тет. Ку юбкӑн кӗсйисене кашнинех пӗрер арбуз хума пулать. Ҫак тумтирсем пӗрле пӑтрашса тӑни Иван Ивановича тӗлӗнсе пӑхмаллах илентерчӗ; ҫав вӑхӑтрах хӗвел ҫути те тӗллӗн-паллӑн курӑнакан кӑвак та симӗс ҫанӑсем ҫине е ылттӑн ука ҫине ӳкет, е шпагӑн шӗвӗр вӗҫӗнче вылянса йӑлкӑшать те, леш, ялсем тӑрӑх кӑтартса куҫса ҫӳрекен ҫапкаланчӑксен вертепӗ евӗрлӗ ӑсран каймалла йӑлтӑртатать. Кӗпӗрленсе тӑнӑ халӑх ылттӑн коронӑллӑ Ирод патша ҫине тинкерет, тейӗн ҫав, е качака ҫавӑтан Антон ҫине пӑхать, тейӗн; вертеп хыҫӗнче сӗрмекупӑс нӑйкӑшса янӑрать, цыган та хӑйӗн аллисемпе тутисене тиверткелесе параппан янӑратнӑ пек тӑвать, хӗвел анать акӑ, кӑнтӑрти каҫ сулхӑнӗ ӳтлӗ ял хӗрарӑмӗсен чечен хулпуҫҫийӗсемпе кӑкӑрӗсене хытӑрах ҫупӑрласа, сарӑмсӑр хӗсӗнет. — Бек, кӑвакарчӑнӑм, тархасшӑн, тепӗр хут. — Пӗччен? Лешӗ: ҫук ҫав, терӗ. Куҫӗсем унӑн сасартӑк йӑлкӑшма тытӑнчӗҫ, питҫӑмартисем кӑштах хӗрелчӗҫ, урай тӑрӑх хӑвӑрт-хӑвӑрт уткалама тытӑнчӗ. — Тревога-и ку? Туй хыҫҫӑн Луизӑпа Морис Джеральд Европа тӑрӑх ҫӳреме тухса кайнӑ. — Ку ӗнтӗ, хӑвӑрах ӑнланатӑр, тӗрӗс мар туни пулать. Анчах ку унӑн ӗҫне ҫӑмӑллатмарӗ. — Сан шутупа, манӑн укҫасем халӗ ӑҫта пулӗ? — кулса ыйтрӗ Сильвер. Нагульнов кунсеренех пухусем пуҫтарать, бригада пулӑшнипе, суя сӑмахсем тӗрӗс маррине халӑха ӑнлантарса, кӑтартса парать, кам та кам «совет влаҫне хирӗҫле калаҫнине» пӗлсен, ҫавсене питӗ хаяррӑн айӑплассипе хӑратать, анчах ҫапах та тырӑ ҫав тери вӑрахӑн пуҫтарӑнать. Кунашкал мухтани мана килӗшсех каймарӗ, анчах тек кансӗрлемерӗҫ те мана, эпӗ питӗ савӑнтӑм. — Ҫук, йӑнӑшман пуль тетӗп… Вӑл тӑрса, Челкашпа юнашар утма тытӑнчӗ те шӑппӑн калама пуҫларӗ: — Флотскисем икӗ тӗрке мануфактура ҫӗтернӗ… шыраҫҫӗ. Ара мӗн те пулин тӑхӑннӑ-тӑр вӗт вӑл? Эпӗ никама та каҫармастӑп, партине варалама шутлакансем пурте ҫакна шута илӗр! Епле шуралса кайрӑр эсир! Ӗнер эпир кӳлӗ хӗрринче пултӑмӑр, хӗрлӗ ҫӑлтӑр тухрӗ те — вӑл ун ҫине тӗллесе кӑтартрӗ, калать: «Ун ҫинче ҫав тери пысӑк чӳклӗх пулнӑ. Ольбинет, хӑйӗн каютине Грант капитан валли парса, миссис Ольбинет каютине куҫрӗҫ. — Вулаттарас тетӗп. Унта сирӗн ҫинчен каланӑ. Камердинер пит-куҫӗнче хӑраса ӳкни палӑрчӗ; вӑл хӑвӑрт пӗшкӗнсе улпучӗн калушне хывса илчӗ. Огнянов ниҫта та курӑнмарӗ. Кунтан вӑл Томпа ун юлташӗсене те, ватӑ Нэна та кураймарӗ. Эпӗ хама шӑнасем кансӗрлеҫҫӗ терӗм те, шӑплантӑмӑр. Андрей окопӑн сивӗрех стени ҫумнелле ҫыпҫӑнсарах ларчӗ ҫеҫ, кашт сулахайран — пӗчӗк вӑрман патӗнчен пирӗн тупӑсем пеме тапратрӗҫ. Пӗр вӑхӑтрах сунарҫӑ, кавалер тата философ вырӑнӗнчи Паганель ҫурӑлас патнех ҫитет, анчах хӑй пур ҫӗрте те ӗлкӗрет. Эпӗ шаккарӑм. Кӑнтӑрла тӗлӗнче тупӑкҫӑ хӑйне пулӑшаканӗсемпе килсе ҫитрӗ; тупӑка вӗсем пӳлӗм варрине икӗ тенкел ҫине лартрӗҫ, ытти тенкелсене ретӗн-ретӗн вырнаҫтарчӗҫ тата кӳршӗсенчен те тенкелсем илсе килчӗҫ, ҫавӑнпа хӑна пӳлӗмӗнче те, апатланмалли пӳлӗмре те, малти пӳлӗмре те — пур ҫӗрте те туллиех тенкел лартса тултарчӗҫ. — А эсӗ пӗлместӗн-и вара? Атя, тенкел ҫине ларса канар, тем эпӗ ывӑнтӑм… Ҫав ҫурт текен шӑтӑксенче чухӑн еврей халӑхӗ хӗсӗнкелесе пурӑнать. — Полковник Алексей ҫине сивӗрех куҫсемпе пӑхрӗ, ҫавӑнпа та ӑнланма пулмарӗ; шӳт тӑвать-и вӑл, е чӑнласах калаҫать? Эпӗ аллӑмпа куҫа хупрӑм та, ас тумастӑп ӗнтӗ, темӗнле кӗлӗ тума тытӑнтӑм… — Хаклӑ Иван Иваныч, кӑштах ӳҫӗр пулас эпӗ, тӗрӗс-и? — терӗм эпӗ, унӑн кулӑшларах та ырӑ пит-куҫӗнче кӳренӳ йӗрӗ палӑрса иртнине сиссен. — Аэродромра ытла шӑнса кӳтрӗмӗр те, акӑ ӗнтӗ… Паллашӑр, Озолин майор ку. — Хӑҫантанпа кунта эс, Саня? — терӗ доктор, штурман пире кансӗрлес мар тесе темӗн мӑкӑртатса кайнӑ хыҫҫӑн. Вӑл ҫине кӗске кӗрӗк, пуҫне путек тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, кӗрӗкне ҫӳле янӑ. Уксахлакаласа, Воропаев кровачӗ патне пычӗ те, нимӗн ҫинчен те ыйтса тӑмасӑрах, хӑйне унпа ҫар ҫыннилле паллаштарчӗ. Вӑл ҫак ҫын хӑйне кирлӗ ҫын иккенне тӳрех тавҫӑрса илчӗ пулас. Пӗлетӗп, ирсӗррӗн хӑтланаҫҫӗ халӗ ҫӗр ҫинче: кашни хӑйӗн ҫинчен ҫеҫ шутлать — унӑн ҫеҫ тырӑ капанӗсем, лаша кӗтӗвӗсем пулччӑр, нӳхрепсенче пуҫламан пыл чӗресӗсем ларччӑр. Хамӑн танксем ҫине эпӗ итальянецсен чӗлхипе: «Тӗнчери чи лайӑх «Санит» ятла супӑне сутӑн илӗр», — тесе ҫырса хутӑм. Герцог мӑйӑхӗсене вылянтарса ҫепӗҫҫӗн итлет, анчах герцога вӑл унӑн сӑмахӗсене ӗненмесӗр итлесе тӑнӑ пек туйӑнчӗ. Ӑҫта тӗл пулассине пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ. Ун пек те пулма пултаратчӗ вӗт-ха! Чӗрнисене сӑрланӑ пике хӗртен те начартарах-ха эсӗ! Вӑл нихӑҫан ҫапӑҫман кӑна мар, киревсӗр сӑмахсене те сайра, тӳссе ирттерме ҫук чухне ҫех калать, ҫавна пулах ӗнтӗ ун илӗртӳллӗ ытарайманлӑхӗпе влаҫӗ юлташӗсемшӗн пушшех те ӑнланмалла мар. Сӑнран пӑхсах паллӑ ӗнтӗ, лӑпкӑ мар вӑл, тем ҫинчен хытӑ шухӑшлать, пӑхасса та темле, сиввӗнрех пӑхать. Ҫак вӑхӑтра Пулковски обсерваторийӗ хӑйӗн сӑнавӗсене пичетлесе кӑларнӑ. — Хуллен, Лида, мӗн кӑшкӑран? Тепӗр ҫӗнӗ ӗҫ комендант шиклӗхне татах ӳстерет. Тӗттӗмре ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир? — терӗ Давыдов тарӑхса. Мӗн эс чей ӗҫместӗн тата? Гусев ҫирӗп йывӑҫран лаша уринчен кая мар чукмар касса кӑларчӗ. Кимӗ ҫине ларчӗҫ те — йӑлтӑркка сенкерлӗхелле вирхӗнчӗҫ. …………………………………………………………………………………………… Ху пӗлетӗн, унашкаллисене эпӗ юратсах каймастӑп, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне французла, — ку мана уйрӑмах килӗшмест, тата вӑл… Солоха пурне те пуҫ таять, анчах кашниех вӑл пӗр хӑйне ҫеҫ пуҫ таять, тесе шухӑшлать. Йӗркелӗхпе тӗрӗслӗх кунта яланах ытларах. Изот Кукушина питӗ мухтатчӗ: — Акӑ, ҫав мужик ҫине лайӑхрах пӑх-ха эсӗ, — лайӑх чунлӑскер вӑл! Эпӗ ҫакна пӗлетӗп: эсир сывӑ пулсан, пӗр-пӗрне пулӑшса пырсан, вӗсене хытӑ пыра-пыра ҫапӑр, сирӗн аслӑ ӗҫсем курма тивет. — Калатӑп вӗт: ҫыпӑҫуллӑ! — Ангел эсӗ, Елена!.. Анчах шутласа пӑх, тен, мана Мускавран… тепӗр икӗ эрнерен тухса кайма тивӗ. Тепӗр енчен, эпӗ император аллинче мар чухне вӑл ман ҫине ҫиленнине пӗлтерес ҫуккине шансах тӑраттӑм. Ак куна пӳрнинчен хап турӗ кӑна. — Ара, эсӗ Шеффилдра пурӑнатӑн-ҫке? Перессе ҫине-ҫинех персе тӑмаҫҫӗ-мӗн; сайра-хутран кӑна, пӗрре пирӗннисем патӗнче, тепре вӗсем патӗнче ҫиҫӗм йӑлтлаткаласа илет, бомбӑн ҫутӑлакан трубки тӗксӗм те ҫӑлтӑрлӑ тӳпере пекӗ евӗр авӑнчӑк ҫутӑ йӗр хывать. Вӗсем палаткӑран тухрӗҫ те, симӗс курӑк тӑрӑх шыв патне утрӗҫ. Турӑ мана тӗлӗнмелле ҫирӗп тӑнпуҫ панӑ. Вӗсем хӑйсене те юраттарасшӑн, хӑйсене хӑйсем улталаса та пулин хӑйсене юратнине хапӑл тусах ӗненеҫҫӗ, хӑйсене юратаҫҫӗ пулсан вара — вӗсем телейлӗ; хӑйсене юратмаҫҫӗ пулсан та, хӑйсем савакан чуна пурпӗр юратаҫҫӗ, савакан чуна телей сунаҫҫӗ ҫеҫ те мар, ӑс-хакӑлпа та, пурлӑхпа та, — хӑйсем усӑ курма пултаракан мӗнпур пысӑк тата пӗчӗк майсемпе, — ӑна телейлӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Пире вӑл пурсӑмӑра та манчӗ. Чӑнах та ҫав, ӑна халӗ ҫынсене курӑнма аван та мар. Ура ҫинче те аран тӑрӑтӑн! «Мӗн ара ку?» Суя вӑйсене ӗненни цивилизаци айне пулса юлсан, ҫынна ҫиес йӑласем вуҫех пӗтсе ларӗҫ. Вӗсем куҫа пӗтӗм лаппипе курӑнаймаҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсенчен куҫ йӑмӑхмасть. — Эпӗ пӗлместӗп… — Пӗтӗм хула ҫапла шавлать; ман патӑмра сывалакансем те пурте ҫапла калаҫаҫҫӗ, вӗсем вӗт ҫавӑн пек халӑх пурне тӗ пӗлеҫҫӗ! Урамра ун хуйхине пӗлмен ҫынсем ирте-ирте каятчӗҫ, вӑл вӗсене асӑрхаса пӑхмасӑр таҫта инҫетелле ӑнтӑларӗ. Пӗлӗчӗ тӗтреллӗрех, ҫӑлтӑрсӑр. — Пӑрҫисене тупнӑ пулсан, эсир вӗсене ҫавӑнтах вӗлерсе тӑкаттӑрчӗ ӗнтӗ? — терӗ капитан. Эсир ҫынна хаяр та усал тӑвасшӑн, эпӗ унран шухӑшлама пултаракан ӑслӑ чӗрчун тӑвасшӑн. — Халь ӗнтӗ мӗнле сан, ыратать-и? Вӑл тӳрех сирӗн ҫине сиксе ӳкет, анчах эсир ан пӑлханӑр. Неушлӗ маншӑн унта халичченхинчен начартарах пулӗ? — Эпӗ аттене вӑл тӗлӗшрен тӗрӗс мар, тесе шутламастӑп; эпӗ вӑл ӑна качча илмеллех пулнӑ, тесе шутлатӑп. — Тӑхта! Вӗсем ҫӗрсе-пӑсӑлса ӗлкӗреймен. Вӗсем темиҫе кун тӑршшӗнче шӑнса хытнӑ, — вӗсене юр хӳсе-хупласа хунӑ. — Обществӑна хӑтаракан Комитет Симурден гражданина ҫар экспедици отрячӗн командирне сӑнаса тӑма пысӑк правӑсемпе комиссар туса ярать. Вӑл халь темле кулӑшла та ухмахла япала ҫинчен шухӑшланӑн туйӑнать, вӑл такама чӑтма пултараймасть, кураймасть, унран йӗрӗнет, ҫав вӑхӑтрах ӑна темшӗн савать тата ҫав ҫынна йӗплесе-тирсе илмелли меллӗ самант кӗтсе, ахӑлтатса кулса яма та хатӗрленет тейӗн. Ҫак ватӑлма пуҫланӑ шуранка сӑнлӑ ҫын вилес пекех ывӑнни пӗрре пӑхсах паллӑ пулчӗ. Картишӗнче унпа пир-авӑр тӗртекен ватӑ рабочисем — пӗр вӑтӑр ҫын — сывпуллашрӗҫ. Анчах пӗррехинче (Алексей вӑл шартлама сивӗ куна яланлӑхах астуса юлнӑ, ун чух яп-яка пӑр тӑрӑх ҫил типӗ юра йӑрӑм-йӑрӑм ярӑмсемпе вӗҫтерсе хӑваланӑ) — вӑл темле ӑнӑҫлӑн хусканса кайрӗ. Яланах костыльпе ҫӳренине пула хулпуҫҫийӗсем ҫӗкленсе тӑнӑ пирки, унӑн кӗлетки тӑваткалланса кайнӑ. — Ҫанталӑк паян лайӑх, — терӗ Халл капитан, — ҫил чарӑнчӗ, сивӗтмест пуль-ха. Е пӗррехинче, хура доска умӗнче тӑрса тӗрлӗ фигурӑсем ӳкернӗ чух, сасартӑк мана: мӗншӗн симметри куҫа илемлӗ курӑнать? мӗн вӑл симметри? текен шухӑш шалтах тӗлӗнтерчӗ. Тепӗр хут калатӑн: пирӗншӗн, эппин, сирӗншӗн те нимле хӑрушлӑх та ҫук. Ҫавӑнпа халь пур бараксем те Испани колонийӗсене чура турттаракан карапсене кӗтсе лӑках тулса ларнӑ. Доль вӑл вӑхӑтра хула евӗрлӗ мар, ӗлӗк-авалхи пысӑк урам пек кӑна пулнӑ. — Пысӑк сиенех мар-ха вӑл! — тесе хучӗ Ермолай. Ҫӗнӗ Зеландине сӑнаса пӗлме кайса пӗтнӗ ҫынсен ячӗсене ҫырса тухма нумай страница кирлӗ. Пирӗннисем, пӗр аллӑ ҫын, ытларах офицерсем, ҫывӑхрах кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Таҫтан хуткупӑс сасси илтӗнет, сывлӑша виноград эрехӗн шӑрши сарӑлнӑ. — Чипер юлӑр юлташсем! Янах шӑмми ҫав тӗрлӗ хытӑ ыратнипе тата чӗлхине ҫыртнипе Сухарько тӳсеймесӗр йынӑшса ячӗ, аллисемпе хӑлаҫланса илчӗ, унтан пӗтӗм пӗвӗпе шыва лаплатса ӳкрӗ. Ҫак сӑмахсене палатӑри сестра, кӑмӑллӑ та ӑшӑ чунлӑ Клавдия Михайловна мар, урӑх, хӗрӳллӗ те ҫирӗп кӑмӑллӑ, протестлекен хӗрарӑм каланӑ пек туйӑнчӗ. Унӑн сассинче хуйхӑ, пысӑк хурлӑх янраса тӑчӗ. Ҫав хӗр хӑй ҫине пӑхтӑр тесе тӑрӑшакансем унта темиҫе ҫамрӑк креол пулнӑччӗ, кӑштах вара дуэль пулаймарӗ. Ку пӗрремӗш. Ман атте шалти вӑйлӑ туйӑмӗпе кашни таларах шухӑш пуррине туйса илнӗ; историллӗ живопись тенине лайӑх ӑнланнӑ; — Банкра выртать, срукӗ ҫитессе кӗтет. — Ну? — Мӗн ну? Ӑҫта чупмаллине ӑнлантарса парсан, вӑл: — Ӑсту, асӑрханарах эсӗ! Фелим аран ҫеҫ чӗлхине ҫавӑрса каланӑ пулин те, унпа калаҫаканӗ вӑл мӗн каланине лайӑх ӑнланса илнӗ. Ҫакӑн ҫинчен Катьӑпа калаҫма юраманнине эпӗ часах ӑнланса илтӗм, темле усӑллӑ инстинкт, логикӑлла шухӑшсене хирӗҫлесе, тӗрӗслӗх ун енче пулни, ӑна хам шухӑша ӑнлантарасси вырӑнлӑ маррине систерчӗ. Андрей кӗреҫе ҫивчӗшне пӳрнипе тӗрткелерӗ те каялла — хӗвелтухӑҫ еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Хохол аллипе сулса ячӗ те чӑмӑртанӑ чышкипе юнаса илчӗ. Мана пытарнӑ ҫӗрте эпӗ шӑши пекех, лӑпкӑ выртӑп. Кунашкал килӗшӳсӗр хӑтланнине эпӗ ӗмӗрне те курман! Анчах пӗлсе тӑма кирлӗ ӗҫсем ҫинчен ашшӗ ӑна ӑнлантарса пама пултараймарӗ: ӗҫӗсене пӑхаканӗ — повереннӑйӗ — унӑн пулман. Таврара пур япаласем ҫине те унӑн мӗлки ӳкет, унӑн сӑмахӗсем ывӑлӗн ачалла калаҫӑвӗсенче янӑраҫҫӗ, унӑн шухӑшӗсем шӑллӑма тӑлласа лартнӑ. Ҫыран хӗррине! Ҫак — хӗрарӑмра пытанса тӑракан вӑрттӑнлӑх Фомана пӑлхантарнӑ, вӑл унӑн лӑпкӑ та сивӗ чунне тем пекех пӗлесшӗн пулнӑ, анчах ҫак пӗлескилнӗлӗх ӑна шиклентернӗ те. — Ҫук пулӗ, — терӗ профессор. Йӗри-тавра хаяррӑн асса хӑтланасси тата ирсӗр намӑссӑрлӑх ҫав тери нумайччӗ, «публичнӑй ҫуртсенчен», «кулять тӑвакан» хӗрсенчен пуян Кунавина урамӗсенчи пек те мар, унтан калама ҫук ытларахчӗ. Эпӗ хута саркаларӑм, ҫӳҫенсе илсе, ҫакӑн пек сӑмахсене вуласа тухрӑм: Туррӑн ирӗкӗ пулчӗ сасартӑках мана атте-аннесӗр хӑварма: ҫӗр ҫинче халӗ манӑн тӑвансем те, хӳтӗлесе тӑракансем те ҫук ӗнтӗ. Хӑш-пӗр ҫӗрте лианӑсем ҫырантан ҫырана вуллисене тӑсса янӑ, ҫакӑнса тӑракан кӗпер туса хунӑ. Июнӗн 27-мӗшӗнче пӗчӗк Джек ҫакӑн пек кӗпер урлӑ упӑтесен кӗтӗвӗ каҫнине ҫав тери хавасланса сӑнарӗ. — Иван Павлыч! — Мӗн эсир ватӑ ҫынсенчен пурне те ыйтса пӗлесшӗн, ҫамрӑксенчен ыйтасчӗ сирӗн. Вӑл ерипен тӗкӗр патне ҫывхарса сӑмси хӑй вырӑнӗнче курӑнмӗ-ши тесе пӑхрӗ, анчах ҫав минутрах «мӗнле киревсӗр сӑн!» тесе каялла сиксе ӳкрӗ. — Ромашова эпӗ сутӑнчӑк тесе шутлатӑп, ку сӑмаха вара кирек ӑҫта та тӳрре кӑларма пултаратӑп. Пехота офицерӗ Иосиф Прекрасный ролӗнче! Кэтти вӗсене ирхине ҫеҫ илнӗ. Кам эп? Итлемесен, пысӑк инкек кӳрессипе хӑратнӑ. Каяс текенсен ял хӗрринчи пӳрте, пулӑҫӑсен артелӗн правленийӗпе пулӑ склачӗ вырнаҫса тӑракан ҫӗре пуҫтарӑнмалла, килтен пӗр мӑшӑр кӗпе-йӗм, кашӑк, вилка, ҫӗҫӗ тата вунӑ кунлӑх ҫимелли илес пулать, тесе пӗлтернӗ. Килӗ хӑйсен авалхи тӗп вырӑнӗнче ларнӑ, анчах ҫурт-йӗрсене, пурне те тенӗ пекех, хальтерех ҫеҫ, ҫӗнӗрен лартнӑ-мӗн. Отрядран вӑл вӑхӑта Хӗрлӗ Ҫар полкӗ туса хунӑччӗ. Шӑматкун каҫхине Павел фабрикӑран таврӑнса питне ҫурӗ, урӑх тум тӑхӑнчӗ те, каллех таҫта тухса кайма хатӗрленсе, амӑшӗ ҫине пӑхмасӑрах каларӗ: — Килсен — кала, эпӗ халех таврӑнатӑп. Хапха ҫине ҫапла ҫырса ҫапӑпӑр: «Кунта хусахсем ҫеҫ пурӑнаҫҫӗ». Швабрин ӑна ирӗксӗрлесех хӑйне качча тухма хушать, — терӗм эпӗ ӑна. — Ҫапла, Гаррис. Тӗттӗм те туйсах ҫӗр таҫта ҫитиех тӑсӑлса каять: виҫет вӑл ӑна, анчах вӗҫне-хӗррине тупаймасть. «Пӗтес пулать ӗнте ман, ҫылӑхлӑ ҫынӑн! тӗнчере нимӗн те пулӑшас ҫук мана! Куҫӗсем унӑн ҫунса, пӗҫерсе тӑратчӗҫ, пырне мӗскерле-тӗр чикекен ют япала хирӗлтерсе сарӑлтарать те, ҫав вӑхӑтрах хӗссе пӑвӑнтарать, унтан йӗрес киле-киле каять. Апла, правление кайрӑмӑр. Вӑл чӗркуҫҫи тӗлӗнчен ҫыхнӑ чӗн пиҫиххине вӗҫертрӗ те, йывӑҫ урине курӑк ҫинелле ывӑтса ярса, утса пынӑ хушӑрах сухалӗпе парикне хывса, дача патнелле васкарӗ. Унӑн хӑни коридора чашкӑрса, нӑйкӑшкаласа, хӑйӗн сарлака тумтирӗпе чӗркенсе сиксе тухсан, математик — вӑрӑмскер, хӑрушӑскер, алӑк патӗнче тӑрса, хӑйӗн пӳрнисене пуҫӗнчи арпашса пӗтнӗ ҫӳҫӗсем ӑшне чиксе ярса, хӑркӑлтатрӗ: — Эвклид — ухмах! Кӑҫал сирӗн пурпӗрех сӗлӗ илмелле пулать». Вӑл хӑйӗнчен портрет ыйтса илнӗ юлташӗпе нумай вӑхӑт хушши курнӑҫман. Артур кивӗ тумтиртен йӗрӗнчӗ пулсан та тӑхӑнма пуҫларӗ. Калас пулать, эпӗ ҫав хваттерте пурӑнакан ҫынран натурӑпа илетӗп: канмалли кунсенче ҫӗр чавтаратӑп». Ҫав ҫутӑ пайӑрка вара пластинка ҫине ҫӑлтӑрӑн ӳкерчӗкне шӑтарса кӑларнӑ пек тӑвать. Апла тунипе вӑл ыттисене пит хӑратнӑ та, вӗсем юланутсене хӑвалама пӑрахнӑ. Тӗнчене икӗ пая уйӑрать вӑл: пӗр пайӗ — ку енче, тепри — леш енче. — Сирӗн унта… — хӑрах уралли ҫук-и? — кӑшкӑрса илчӗ вӑл, сывлӑшӗпе чыхӑнса. Эмилӗн мӗнпур вӑтанчӑклӑхӗ иртсе кайрӗ те сасартӑк Санина чунтан-вартан юратса пӑрахнине туйса илчӗ, ӗнер ӑна вилӗмрен ҫӑлса хӑварнӑран мар, ҫук, вӑл ытла та кӑмӑллӑ ҫын пулнӑран! Эсӗ мӗскерлескер, юрлатӑн-и? Кунта мӗн курнипе эпӗ ҫав териех тӗлӗнсе кайрӑм, ҫавӑнпа та эпӗ хама кӑтартса ҫӳрекен ҫынран тӗплӗнрех ӑнлантарса памашкӑн ыйтрӑм. Хулара курнӑ ҫынсем пекех, хирте тӗл пулакан ҫынсем те темӗн пирки тӑрӑшнӑ пек таҫта васкаҫҫӗ, вӗсем темӗн ӗҫленӗ пек тӑрӑшаҫҫӗ; ҫак хушӑрах вӗсем ҫав тери тӑрӑшса ӗҫлени нихӑш енчен те, нимрен те палӑрмасть. Пачах та урӑхла, эпӗ ҫӗре вӗсем пек начар ӗҫлесе хатӗрленине, ҫурт-йӗрсене вӗсем пек япӑх лартнине, вӗсем пек кӗлмӗҫле пурӑнса ҫӗтӗк-ҫурӑк тумтирсем тӑхӑннине ниҫта та курман-ха. Вӗсем урӑх ман ята ямӗҫ, тесе шанатӑп. Хам ача чухне курнӑ нушана эсир те курӑр тесе-и?» Пӗрре эпӗ его величествӑна; эсир Европӑна тата ытти пӗтӗм тӗнчене кӗҫӗне хурса йӗрӗнни сирӗн ырӑ ӑсӑн пысӑк пахалӑхӗсемпе килӗшмест пек, тесе калама хӑйрӑм; эпӗ ӑна: ӑс-хакӑлсем кӗлетке кӳлепи пысӑкӑшне кура пысӑкланса пымаҫҫӗ вӗт, терӗм. Унтан — чей ӗҫнӗ вӗсем, тутлӑ пӗҫернӗ булка, пашалу, кукӑль умран юличчен ҫинӗ. Аслӑ начальник килсе кӗрсен, мӗншӗн тӑмастӑр?… Корчагин пынӑ тӗле слесарь каҫхи апат ҫисе ларать. Тепӗр минутран вӗсем виҫҫӗшӗ чӳрече умӗнче пӗр-пӗрин ҫумне йӑпшӑнчӗҫ те кӗрхи каҫ тӗттӗмнелле пӑхса тӑчӗҫ. Вӑл ҫӗрӗк каска ҫине ларчӗ. Эсир мӗнле шутлатӑр? Капитан ҫавӑнтах тӑрса, ӑспа пӑтрашнӑ ҫын пек вывеска ҫине пӑхрӗ. Хӑнӑхман эпӗ. Районӗпе 14,8 процент коллективизациленӗ. Мӗншӗн тискерленетӗн-ха? Дубава стена ҫумне тайӑнчӗ. Унта ҫынсем чупкалама пуҫларӗҫ, юланутлӑ ватӑ воевода хӑй те курӑнса кайрӗ, хапха уҫӑлчӗ те, унтан ҫap тухрӗ. Вӑйӗ пӗтсе ҫитнине вӑл ӗнтӗ куҫне хупса, пӗр чӗнмесӗр выртать. Асапланса, тертленсе пӗтнӗ сӑнлӑ ҫынсемпе лӑк тулли камерӑсенче хумхану. Ҫапла-а-а, Нагульнов пысӑк масштаблӑ «сулахая пӑрӑннӑ ҫын» пулнӑ иккен. Мустангерӑн сӑмахӗсене итленӗ хушӑра, Генри хӑй аппӑшӗ аллинчен хӑтӑлма хӑтланни ерипен вӑйсӑрланса пынӑ. — Халех телефонпа штабран ыйтса пӗлетӗп, — терӗ те ӑна хирӗҫ старшина, хӑй ҫавӑнтах ҫул хӗрринчи пӗчӗк пӳрте кӗрсе кайса курӑнми пулчӗ. Халӑх умӗнче вӑл яланах хӑйне йӗри-тавра хӳпӗрленӗ кастаркӑҫ-мӑчавӑрсемпе курӑннӑ, халӗ те пулин, акӑ, вӗсенчен пӗри ун пуҫне турткӑш тӗкӗсенчен тунӑ вӗрттеркӗчпе тикӗссӗн сула-сула уҫӑлтарса тӑнӑ вӑхӑтра, теприсем урайне ларнӑ та куҫӗсемпе майра-патша ҫине ӑссӑрла киленӗҫпе тӑрӑннӑ. — Ӗлӗк-авал, — каллех калаҫма пуҫларӗ Николай Артемьевич, — хӗрсем хӑйсен ашшӗ-амӑшӗсем ҫине мӑнкӑмӑллӑн пӑхма хӑяймастчӗҫ; пӑхӑнманнисене ун чухне ашшӗ-амӑшӗн влаҫӗ хӑрататчӗ; шел пулсан та, ҫав вӑхӑт иртсе кайрӗ; ҫапла шутлаҫҫӗ нумайӑшӗсем; анчах ӗненӗр, ирӗк паман… ирӗк паман законсем пур, пӗр сӑмахпа каласан, законсем пӑрахӑҫа тухман-ха. Риварес ун пек лайӑх ҫырма пултарать, тесе эпӗ нихҫан та шухӑшламан. — Чи малтанхи туйӑма парӑнмарӗ вӑл, хӑйне хӑй хастарлатма тытӑнчӗ. Пӗр адъютант ҫинчен каласа панине аса илчӗ, Наполеон адъютанчӗччӗ пулас вӑл, ҫав адъютант вара, приказание кирлӗ ҫӗре илсе ҫитернӗ хыҫҫӑнах, хӑй пуҫӗнчен юн кайни-мӗнне пӑхмасӑрах, учӗпе Наполеон патне вӗҫтерсе ҫитнӗ, имӗш. — Унӑн ҫак танлаштару тата хреснашшӗн сӑмахӗ унра темӗн чул шухӑш ҫуратнӑ, анчах вӑл вӗсенчен пӗрне кӑна лайӑххӑн тытса, формӑласа ҫитерме пултарнӑ. — Чӑнах та, укҫашӑн ҫеҫ ӗҫлемелле-им? Ӗҫеҫҫӗ. Мӗн тӑвассу пур? Квакин йӗри-тавра пӑхкаласа ҫаврӑнчӗ. «Эй, эсрелӗ ҫӑтманскер, кайса пӑҫлан, шуйттан!» — тесе вӑрҫса тӑкнӑ вӑл, кама вӑрҫнине хӑй те пӗлмесӗр, лутӑркаласа тӑкнӑ пирускине аяккалла ывӑтса пенӗ. Валька сасартӑк калаҫса пӗтерчӗ, айӑплакан сӑмах илчӗ. — Хыт кукар! Тӳпере пӗр кайӑк та, пӗр пӗлӗт татӑкӗ те курӑнмасть. Хӑнасем Морис каялла таврӑнассине кӗтсе, хӑйсен вырӑнӗсенче шӑппӑн ларчӗҫ. — Матроссен пухӑвне, — терӗ Морган. Ҫак пӗччен ларакан станцисенче ҫулҫӳревҫӗсене яланах тараватлӑ йышӑннӑ; ҫул ҫинчи ҫынна, вӑл хуть те кам пулсан та, колонист-австралиец чаплӑ хӑна вырӑнне кӗтсе илнӗ. Ҫавӑнпа халь, парӑссене пурне те ҫӗкленӗ, ӗҫ ҫук вӑхӑтра, ишеври лайӑх ҫанталӑкра Дикпа Джек яланах пӗрле айкашрӗҫ. Феничка ун патне ыткӑнчӗ те, аллисемпе ӑна та, ывӑлне те ыталаса илсе, пуҫне ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ. Дениска, вӗсен калаҫӑвне итлесе пынӑскер, анчах ним те ӑнланса юлайманскер, пуҫне сулларӗ те, ура ҫине тӑрса, икӗ тур лашине те пушӑпа туртса илчӗ. Тепӗр минутран эпӗ хваттере чупса ҫитрӗм, хӑвӑртрах салтӑнтӑм та выртрӑм. Ҫапах та Алексей кашни вӗҫмессерен самолёт хӑйӗн ҫумне хытӑрах ҫыпӑҫнӑ пек пулнине, хӑйне ытларах итлекен пулса пынине туйрӗ. Анчах пысӑк кайӑксем нихҫан та пӗчӗккисем чухлӗ хитре юрламаҫҫӗ. «Дамӑсен куҫӗсем тӗлӗнӳллӗ хавхаланупа ялкӑшрӗҫ». Эпӗ хамшӑн ҫунманнине шута илӗр ӗнтӗ! Вяземский князь та лайӑх каланӑ: «Баш-Кадык-Лар Синоп ҫинчен куҫ сиктермест, тет Европа». Пӗрре, иккӗ… унтан эпӗ ӑна калатӑп: мӗнле вара, тетӗп, упӑшку санӑн — жулик, эсӗ ӑна ху тӳрӗ тытмастӑн — ма вара Сибире ун хыҫҫӑн каятӑн? тетӗп. Сана халех чаплӑ ҫынсем патне туртать; тепӗр чухне эпӗ санӑн мӑйунта илемлӗ тутӑр, пуҫӑнта капӑр шлепке куратӑп… Кулӑшла. — Ҫак алӑкпа тӳрех пахчаналла, унтан урама тухма пулать, анчах унта йӗплӗ хулӑ вӗтлӗхӗ урлӑ каҫмалла пулать, — пӑшӑлтатса каларӗ Аврамица Огнянова. Патагонец йӗнерӗ ҫумӗнче Аргентинӑн тӳрем ҫӗрӗсенче сунара ҫӳремелли икӗ хатӗр: балас тата лассо пур. Мана та касса пӑрах! — кӑшкӑрса ячӗ Авдотья — Аникей арӑмӗ, — Андрей патнелле утса. — Ирт эс столовӑя, эп халех сӑмавар илсе пыма калӑп… — тенӗ вӑл, Фома ыйтӑвне ответлемесӗр хӑварса. Гранит чулӗсем витӗр кукӑр-макӑр ҫаврӑнкаласа пыракан ҫул кӗтмен ҫӗртенех таҫта аташса каймалла лабиринт евӗрлӗ темиҫе пӳлӗмлӗ пулса пычӗ. Тимошенко пукан ҫинче йӑшӑлтатса илчӗ. Унӑн сарӑхнӑ питҫӑмартисем хӗрелсе кайрӗҫ. Тепӗр икӗ пилӗкҫуллӑхран кунта акӑ эпир заводсем туса лартатпӑр. Эпӗ туртса янӑ пӗрремӗш совет пирусӗ… Дивизин куҫса ҫӳрекен клубӗнчен полка ӗнер ҫеҫ-ха икӗ ретлӗ хуткупӑс ярса панӑччӗ. Эпир ӑшӑх вырӑн патнех ҫитрӗмӗр, шкуна ытлашши хытӑ пырать. Старик калавӗсене итлесе, Оленин яланхинчен ытларах ӗҫрӗ. Сенкер савнӑҫ!.. Эпӗ пит хакла ӳкекен вӗҫӗмсӗр вӑрҫӑсем ҫинчен каланисене итленӗ хыҫҫӑн король шалтах тӗлӗнсе кайрӗ. Залӑн ҫавра тӳпемӗ марсиансен ушкӑнӗсен усал кӗрлевӗпе тулсах пырать. Картишӗнче йытӑсем вӗрсе ячӗҫ, пӳртрен ҫурт хуҫи — Марин йыснӑшӗ хӑех тухрӗ. Крэнкбиль ерипен уткаласа ун патне пынӑ. — Ӗнесене вилӗм! — тенӗ вӑл ӑна, вӑйсӑр та хӑюсӑр сасӑпа. Эсир, арҫынсем, ӑшӑ куҫпа пӑхни епле савӑнтарнине ӑнланмастӑр, алӑ пани мӗнле хисепленине пӗлейместӗр… акӑ эпӗ тупа тусах калатӑп, санӑн сассуна пӗтӗм чун хавалӗпе итлетӗп эпӗ, ӑна илтсен вара калама ҫук тарӑн ырлӑх туятӑп, чи хӗрӳллӗн чуп туни те ӑна ҫитес ҫук. Унӑн ӑшчикки шутсӑр хускалса кайнӑ пирки вӑл нумайччен ҫывӑраймасӑр выртрӗ. Ҫурхи ҫанталӑкра пӗрремӗш хут тухса уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн ача темиҫе кун хушши аташса выртрӗ. Крэнкбиль халӑх шухӑш-кӑмӑлӗн сучӗ умӗнче Тӗрмерен тухнӑ хыҫҫӑн, Крэнкбиль, хӑйӗн пӗчӗкҫеҫ урапине малалла тӗртсе, каллех Монмартр урамӗ тӑрах кӑшкӑрса ҫӳренӗ: «Купӑста! ҫарӑк! кишӗр!» — Эпӗ паян сирӗнпе питех те кӑмӑллӑ пултӑм, ҫапла мар-и? — терӗ мана хӗр каялла таврӑннӑ чухне кулкаласа. Халӗ те вулама май ҫук хут татки ман алла пӗҫертсе тӑрать. Вара вӑл ҫурӑм хыҫӗнчи кутамккине ҫӗре хучӗ те, вӗсем патне, кушаксем салакайӑксем патне шӑвӑнса пынӑ пек, ерипен, вӑрттӑн упаленсе пыма тытӑнчӗ. Ҫав хӗрарӑмсем пурте ҫӑмӑллӑнах пурӑнаканскерсемччӗ, кашниех «ӗҫлесе тупкалатчӗ»; ҫавӑн пек ӗҫлесе тупасси ҫине выҫӑ слободара, ытти кирек мӗнле ӗҫ ҫине пӑхнӑ пекех, просто пӑхатчӗҫ. Пӳрнисем пачах та туйма пӑрахнӑ, вӗсене булавкӑсемпе тирнӗ, анчах булавкӑсем ӳт ӑшне ним ыраттармасӑрах кӗнӗ. Кунсӑр пуҫне вӑл эпӗ хӑйне хам тӗлӗнмелле япаласем курса ҫӳренисем ҫинчен каласа пама пулнӑ калава хӑвӑртрах илтесшӗн пулнӑ. Вулканччӗ вӑл, signori miei! Yesuvio вулканӗччӗ! Халӗ те питӗ савӑк пек туйӑнчӗ-ха. Каштанка хайхи кашни каҫ хӑйне тутлӑ апат ҫитернине те тата Тетка, тесе чӗннине те вӗренсе ҫитнӗ. Хӗрӗх ҫул тертленсе тунӑ… эсӗ ӑна аркатас тетӗн-и? — Кутӑн. Ялта пурӑннӑ чухне эсӗ сап-сарахчӗ. Анчах тухтӑр хытӑрах та хытӑрах калаҫрӗ, унӑн сӑмахӗсем вӑрӑмланса пычӗҫ, вӗсем Якова хытах пӑшӑрхантарчӗҫ. Трапезонд патӗнче вӗсене туроксем ярса тытнӑ, ирӗксӗрлесе галерка ҫине илсе кайнӑ, ураран та, алран та тимӗр сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа лартнӑ, эрни-эрнипе вир кӗрпи паман, лайӑх мар тинӗс шывӗ ӗҫтернӗ. Вӗсен стройран пиллӗкӗн тухнӑ, пирӗн виҫҫӗн ҫеҫ. — Тата кала-ха, Павлуш, эсӗ пӗлетӗн пулӗ, эпӗ ӗнер каҫпа пӗр япала илтрӗм… Мӗн пуррине пӗтӗмпех тасатса тухрӑм. Сасартӑк негр хӗрарӑмӗ чупса кӗчӗ. — Салли миссис, пирӗн тӳшек ҫивитти ҫухалнӑ, — терӗ вӑл. — Эсир халь тӳрех унтан килетӗр-и? Вӑл астуса илнӗ, пукан ҫинчен ӳкнӗ те, хӑйӑр ҫинче тапкаланма пуҫланӑ, унтан сиксе тӑрса ҫав питсем патнелле хавассӑн ҫухӑрса чупса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗ — Тисс механикпа Скачков матрос — шхуна пӑр хушшинче куҫса ҫӳренӗ чух пирвайхи ҫулхинех вилнӗ. Туратсем ҫын пӗвӗнчен чылай ҫӳлте сӑтӑрӑннӑ е хуҫӑлнӑ. — Мӗншӗн эсӗ мана ун урисем ҫинчен аса илтертӗн? Анчах Лена балкон ҫине тухсан, вӑл ӑна алӑк витӗр кӑшкӑрчӗ: — Паянхи кун эпӗ ҫамрӑклантӑм, илтетӗн-и? Турӑ пӗлет ӑна! Пӗтрӗм-ши? Ӑҫта кайса кӗчӗҫ-ши унӑн илемлӗ сӑмахӗсем, хӑйне-хӑй типтерлӗ те танлӑ тыткаласси. Ҫак вӑхӑтра чирлӗ ҫын ӳсӗрни илтӗнчӗ. — Эпӗ ӑна, пӗр пикенсен, чӑлана хупса лартатӑп-ха, — терӗ леҫник, мужик ҫине кӑтартса. Анчах ҫак самантра ун тавра тарӑхса кайнӑ хӗрарӑмсем хыттӑн кӗрлеме пуҫларӗҫ, вӗсен сассипе минренӗ Ефим, малтан пит-куҫне пӗркелентерсе, хӑй ҫинелле тӑрӑнакан хӗрарӑмсем енне — сӗрлесе ҫыпӑҫакан пыл хурчӗсене хӑвалать тейӗн — аллисемпе сулкаласа ҫеҫ тӑчӗ, унтан, тем аван мара сиссе, парта ҫине сиксе хӑпарчӗ те савӑнӑҫлӑн та хыттӑн кӑшкӑрса ячӗ: — Чарӑнӑр, тусӑмсем! Ун ҫинчен калаҫмалли вӑхӑт-и вара халь? — Улӑштарма вӑхӑт! — Вара хӑй, приказ парасса кӗтмесӗрех, пӑшалне илчӗ те вышка ҫинчен анма пуҫларӗ. Мӗн ҫак Евгений килмест тата? Пӗрре ҫапла мӗскӗн Саня, апат хушшинчен тухса, Гаер вӗрентнӗ пек пӗкӗрӗлсе «Тавтапуҫ, атте!» тенине илтсен, эпӗ хама хам пӗлейми пулса кайнине те астӑватӑп. Оленин Марьяна вӑкӑрсене хулӑпа васкатса ларса пыракан арба ҫине вӗҫӗмсӗрех ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхать. Вӑл илтме пуҫларӗ, — аппарат чул катрамӗсемпе вак чул капламӗсен хушшинче куҫать тейӗн. Ҫынсем вара, шыв кӳлленчӗкӗ аяккипе ҫаврӑнса, яланах ҫатан карта ҫумнерех пырса, карта юписенчен тытса утса иртеҫҫӗ. Вӗсене вӑл хӑйӗн кӑкӑр сӗчӗпе ӳстернӗ; вӗсене вӑл мӗн ӳcce ҫитичченех пӑхнӑ, ачашланӑ. Анчах акӑ вӑл вӗсене кӗске вӑхӑтлӑха кӑна курать. Бертонсем ытти тӗнсене хисепленипе мухтаннӑ. Уйрӑмах вӑл хӑй лартас тенӗ стена ҫумне вырнаҫман ҫыру сӗтелӗпе чылайччен тӑрмашрӗ; анчах Инсаров, хӑйӗн чӗмсӗррӗн ҫине тӑракан йӑлине пула, хӑй мӗн тӑвасшӑн пулнине турӗ-турех. — Кунпа мӗн каласшӑн эсир? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Халӗ ӗнтӗ пурин ҫинчен те тӗплӗн калаҫса татӑлтӑмӑр тесе шутларӑм та эпӗ тата ҫапла каларӑм: — Ан тив, аукционӗ пултӑрах, эсир ан пӑшӑрханӑр. Ну, мӗн пакӑлтататӑн эсӗ? — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Давыдов. — Егорий, эсӗ мӗн, ҫывӑрмастӑн пуль те? — кӑшкӑрчӗ аялтан Пантелей. — Ӑнлантӑн-и? Анчах халь ӗнтӗ шурлӑх шӑнса хытса пырать, унта мӗнпурри пӗтӗмпех вилсе пӗтнӗ тейӗн. Кунта ман улпут ни кӑвакарма, ни хӗрелме пӗлмерӗ, темле сенкер тӗслӗ пулса кайрӗ, мана ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сан сывлӑхушӑн… Ефим Чернявкин сӑрт хыҫнелле кайса курӑнми пулсан вӑл хӗпӗртесе кайрӗ, вара, ним те пулман пек, лӑпкӑн, пӗр пӑлханмасӑр тенӗ пек, каласа хучӗ: — Вӑл-и? Ку ӑна вӗчӗрхентерчӗ. Унӑн илемсӗр пит-куҫӗ пӗрре хурлӑхлӑн тепре хаяррӑн пӗрпекленнӗ, ҫавӑн пек самантсенче Наталья вырӑн ҫине выртма хӑяймасӑр тӑнӑ. Ну, мӗн шухӑша кайрӑн, ҫӗр ҫинчи моряк? — сасартӑк хастаррӑн кӑшкӑрчӗ те Нестеренко Давыдова хулпуҫҫийӗпе хыттӑн тӗкрӗ. Ҫакӑ Софьйӑн чунне те сисӗнмеллех пӑлхатрӗ, ӑна сӑпайлӑн иментерчӗ, ҫавӑнпа та вӑл шӑппӑн кӑна:— Тавтапуҫ, юлташсем! — тенисӗр пуҫне урӑх нимӗн те калаймарӗ. Алӑка каллех шаккарӗҫ. Сире вӑл итлет. Суратӑп халӗ эпӗ ун ҫине, мана никам та шыва кӗме чарман чухне. Катя куҫӗсене ҫӳлелле ҫӗклерӗ те «ҫапла» тесе хучӗ. Пӗр гектар ҫинче ӗҫлекен хӗрарӑмсен юхӑмӗ ансат япала мар. Урӑх кӗтме пултараймастӑп эпӗ. Анчах старик киленсе йӑл кулса, ораторла вӗчӗхе ҫӗнме хал ҫитереймесӗр, сӑмахне хӗрӳллӗн малалла тӑсрӗ: — Эпӗ сана пачах тӗкӗнместӗп, ак ҫакӑн чухлӗ те! Ҫак чун-чӗрешӗн йывӑр туйӑмсем Андрее ҫӗнӗрен те ҫӗнӗрен халиччен хӑнӑхман шухӑшсем патнелле илсе пынӑ. Кун пек чух вӑл вилӗм ҫинчен шухӑшланӑ. Паянччен шухӑшламанччӗ вӑл ун ҫинчен, ҫапӑҫу хирӗнче пулнӑ хыҫҫӑн тин, ҫав вилӗм мӗн тери хаяр та хӗрхенӳсӗр иккенне курса тӗлӗннӗ хыҫҫӑн тин шухӑшлама пуҫланӑ. Шӑпланса, темскер пуласса кӗтрӗҫ. Пуринчен кайра ӗрӗхтерсе пыраканни ялтан Доктор Ливси патне кайма килӗшнӗ ҫамрӑк ҫын пулчӗ мӗн. Ыттисем вӑл ҫул ҫинче тӗл пулнӑ таможенный стражниксем пулнӑ. — Ашшӗ те Катя пекехчӗ ҫав, — йывӑра илнӗ пек каларӗ вӑл кайнӑ чух Кира амӑшне. Отставкӑна тухнӑ ҫар ҫыннин мундирне тӑхӑннӑ ватӑрах ҫын хыттӑн ӳсӗрсе илчӗ те:— Певчисем — путсӗр ҫынсем! — тесе хучӗ. — Укҫа. Пурте чиперех иртсе каять пулӗ, тен? Анчах пурте чӗнмесӗр тӑраҫҫӗ тата Кольхауна пӗртте чарма хӑтланмаҫҫӗ. Пӗр ҫулталӑк асапланчӗ ҫапла, кайран пычӗ те ман пата йӑлӑнма пуҫларӗ: «Хунӗм, ыр ҫын пул, сутса пар ҫӑма! — Артур, — пӑшӑлтатса каларӗ Монтанелли, — ниушлӗ эсӗ ман патӑма таврӑнатӑн? Вӑл халлӗхе кунти учительсем хушшинче большевиксемшӗн тӑракан пӗртен-пӗр учитель. Дворянсен йӑхӗнчен тухнӑ вырӑссем пурте тенӗ пек пӗр хӑйсенче ҫеҫ палӑракан ӑратлӑ уйрӑмлӑхсем пур, тесе шанни паллӑ ӗнтӗ: пире пӗрре кӑна мар илтме тивнӗ «хӑйсен хушшинче» вӗсем «подсаласкински» сӑмсасемпе «перепреевски» ӗнсесем ҫинчен калаҫнине. Теприсем тӗв тӑваҫҫӗ: «Итлеместпӗр, урӑх планетӑран килнӗскерсене вӗлеретпӗр». — Ҫак ҫӗнӗ теори те сирӗн, ыттисем пекех, тусан пулса вӗҫет, — терӗ майор. Хуҫалӑх тӑкаклӑхӗ валли тата кайма билетне эп парӑп сана — ӑна тума пултаратӑп, Литль Рок хулине поездпах ҫитӗр, малалла лашапа каймалла пулать. Ытла хытӑ ӗҫет! — Ну, ну, ҫывӑрах, — хӑй айӑпне туйса пӑшӑлтатать карчӑк. Ла-Вьевилӗн юлашки сӑмахӗсене хӑрушшӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ пӳлсе хучӗ, кӑшкӑрнипе пӗр вӑхӑтрах темле, ӑнланса илмелле мар шав илтӗнчӗ. Тен, ҫак уйӑхрах та-и… — Мӗн пулмалла вара кӑҫал? — ыйтрӑм эпӗ, вӑл каллех чарӑнсан. Вӗсен калаҫӑвне хушӑран Элен хутшӑнать. Чӑнлӑха вӑл питех ӗненсе каймасть, вӑл ҫӑмӑл шанӑҫлӑ ҫын та мар. Ҫапла пулин те Джон Мангльса хирӗҫлесе вӑл Мэрин шанӑҫне пӗтересшӗн мар. Ахӑртнех, доктор ҫутӑличченех тӑнӑ пулас, мӗншӗн тесен халӗ тул ҫутӑлса ҫеҫ ҫитет-ха. Эпӗ бойница патне чупса пытӑм та, тулалла пӑхрӑм. Вӑл аялта чӗркуҫҫи таран шуса пыракан тӗтре ӑшӗнче тӑрать. Тахҫан ӗлӗк ҫак блокгауз патӗнчех Сильвер тӑнӑччӗ. Хӗвел тухнӑ чух, Олейникпе Андрей полкӑн команднӑй пунктӗнче пулнӑ вӑхӑтра, кӑвайт патне чи юлашкинчен Кузьма Ярцев тухса ларчӗ. Пӗтӗм юнӑма, юлашки тумлам юлмиччен! — Ҫук, манӑн каяс пулать! — тӳррӗн каласа хучӗ хӗр. Тата хӑй ӑна чӗнет-ҫке! Пӗтӗмпех уҫӑлса тӑрать пек вӑл: уҫӑлса тӑраҫҫӗ тӑранма пӗлмен, ҫутӑ та тискер куҫсем; тутисемпе сӑмса шӑтӑкӗсем те уҫӑлса тӑраҫҫӗ, тӑранман пек сывлаҫҫӗ; пӑхасса вӑл тӳрех хӑй умнелле пӑхать, хӑй куракан япаласене пурне те — ҫӗре, тӳпене, хӗвеле, сывлӑша та — хӑй аллине ҫавӑрса илесшӗн пулнӑн туйӑнать; пӗр япалашӑн ҫеҫ хурланать вӑл: хӑрушлӑхсем сахал — пурне те ҫӗнтерӗччӗ вӑл вӗсене! Ша-гом… арш! Тупӑсем кӗрлеме чарӑнман-ха, анчах хушӑран хушша, юлашки вӑйран пенӗ пек, илтӗнсе тӑрать. Жозе-Антониу Алвиш хӑйӗн таварне пӗрре те пӑстарасшӑн пулмарӗ. Эсӗ авӑ… аскӑнланса пурӑнма ирӗк паратӑн. Мӗншӗн ҫапла тунине эпӗ ӑнлансах ҫитейместӗп. Гротра эпир тӗл пулнӑранпа вӑл килӗнчен те тухман. Икӗ тӗрлӗ сисӗмпе хумханса, эпӗ киле таврӑнтӑм. Ну, темех мар. — Ачасене… сана эпӗ… пур-пӗрех памастӑп… Халь хам аса илнӗ тӑрӑх, ку хӗр ҫумӗнче те лайӑххи, ман кӑмӑла юрамалли нимӗн те ҫукчӗ. Пилӗк минут иртсен Паганель «кайӑкӑн» пысӑк таткисене кӑвар ҫине хучӗ. Тепӗр вунӑ минут иртсен ученый, вӑлах тата повар, хӑйӗн тусӗсене «гуанакӑн филейӗпе» — вӑл ӑна ҫапла чевчен ят пачӗ — тӑраниччен ҫисе хавхаланма чӗнчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑтпа тӑпра ниҫта тӗрткеленмесӗр майӗпен ярӑнса анать; тепӗр чухне вара тӑвӑл вӑхӑтӗнче тинӗсре пыракан карапран та вӑйлӑрах силленме пуҫлать. Пире халӗ астрономире Бруно мӗн тери пысӑк улшӑну тунине шухӑшласа илме те йывӑр. Мана кураймасӑр калаҫаҫҫӗ. Давыдов вара татӑклӑ сӑмах калаймарӗ, иккӗленсе тӑчӗ. Ҫакнашкал туйӑм мана хӗпӗртеттерчӗ, эпӗ ӑна ҫухатас мар тесе тӑрӑшрӑм, ҫавӑнпа пуҫа килсе кӗрекен мӗнпур шухӑшсене чара-чара лартрӑм тата темрен хӑрасшӑн пултӑм. Ефим тӗлӗнсе хытса кайнӑ. Муана королевӑн пӗрремӗш министрӗ ертсе пынипе ку ӗҫе нумай туземец хутшӑнчӗ. Шубин ӑна алӑк патне ҫитиех ӑсатса ячӗ. — Мӗнле, Лодыжкин мучи? — Ыттисенчен ытлашши мар пуль ӗнтӗ, — шӑмарса ответленӗ Фома, ашшӗшӗн кӳренсе. Ҫӗнӗ чӗлӗхсем лартмалла, тет, ҫак хӑвӑн пӑнтӑхса кайнӑ япалуна… пӗр-пӗр памятник вырӑнне… музее сутсан та юрӗччӗ, тет. Анчах акӑ мӗн, Тая, сирӗн пурӑнӑҫӑра, уйрӑмах санӑнне, пачах тепӗр майлӑ ҫавӑрса ямалла пулать. — Хастарлӑх? Нумайӑшӗ аташкаласа ҫунашка ҫине пыра-пыра лараҫҫӗ; теприсем голова ҫинех хӑпарса лараҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне, хӑйсене хӑйсем уямасӑр юратма кӑмӑллакансем хӑйсен юратӑвӗпе яланах мухтанаҫҫӗ, тиркешеҫҫӗ, кӗвӗҫеҫҫӗ, шанмаҫҫӗ тата, калама та аван мар, ҫӑлса хӑварма май пултӑр тесе, юратнӑ ҫынсене хӑрушлӑхсем умне тӑратасшӑн, лӑплантарма май пултӑр тесе, инкексем кӑтартасшӑн, тӳрлетме — кӑлтӑклӑ тӑвасшӑн. Михаил Власов слесарь те ҫавнашкал пурнӑҫпах пурӑннӑ. Ӑна генерал чинӗ парас вырӑнне, унӑн пуҫне касатӑр! Ку ӑсран тухни пулать вӗт!.. Эсир те пит маттур, Говэн гражданин! Панулми пички ӑшӗнче ларса эпӗ мӗн илтрӗм — Ҫук, эпӗ мар, — терӗ Сильвер. — Ҫавна шанса тӑчӗ те вӑл, пит те шанса тӑчӗ. Хӑй ӗмӗтленнӗ пек тухрӗ те. Чиркӳре ӗҫлекен пӗлӗшӗме тӗл пулма кайрӑм. — Вӑл хӑй тӗрӗс иккенне шанса, ашшӗ ҫине кӑвак куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗ. Юратнӑ шӗпӗн ҫине ан пусӑр, ҫиленме пултаратӑп. Юстици пӗрре вӑй илнӗ тӗрӗсмарлӑхсене упраса тӑрать. Курӑнмасть-и-ха? — ыйтрӗ вӑл хӑйӗн ҫамрӑк та сарлака питлӗ, янахӗ ҫине шурӑрах сухал пӗрчисем мамӑкланса тухнӑ, пӗчӗк те тӗксӗм куҫлӑ тарҫинчен. Эпӗ каларӑм: апла туни ахалех вӑхӑта сая яни пулать. Экипажран кам та пулин ещӗк хупӑлчи ҫинчи ункӑ витӗр пӳрнине чиксе ятӑр та, ещӗке шывран туртса кӑларса капитан каютине йӑтса кайса ларттӑр, терӗм. Ухмаха ернӗ ҫын пек крыльца ҫине сиксе тухрӑм эпӗ, картиш тӑрӑх ҫавӑтса ҫӳрекен черкес утӑма утлантӑм та вара Пятигорск ҫулӗ тӑрӑх вӗҫтертӗм. Игнатьева ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Вӗсем унта ҫапӑҫнӑ, пӗрне пӗри каснӑ, чикнӗ, вӑл вара пурне те ҫӗнтернӗ — пӗччен ултӑ ҫынна! Рита чӗнмерӗ. Кашни каҫах эпӗ ҫак правилӑсене асӑнатӑп, акӑ ӗнтӗ халӗ меллӗ самант ҫитрӗ. Малти вагонсенче хӗрлӗармеецсем. Унӑн куҫӗсем ним курӑнман тӗксӗм ҫӗре пӑхма пуҫларӗҫ. Сыввисенчен те пуринчен лайӑхрах ташлать. Ну, чӑнласа калатӑп сире! Нагульнов картишӗнчен ларса тухнӑ тухманах ку: «Тпрууу, чунӑмсем!» — тесе чӗлпӗрӗсене туртса та лартать. — Тата Бенедикт господин килсе эсир, Уэлдон миссис, ӑҫтине каламан пулсан, эпир ним те тӑвайман пулӑттӑмӑр. «Мӗншӗн-ха эсӗ апла шухӑшлатӑн?» —тенӗ Алексей. — Паллатӑп, командир. — Мӗн вара? Ҫав кунтанпа икӗ полицай, нимӗҫсемпе пӗрле, иртен пуҫласа каҫченех ял тӑрӑх ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Эпӗ ним пӗлменнипе асапланса пурӑнатӑп. Анне ман паспӑрта, хӑйӗн шкатулкинче мана тӗне кӗртнӗ чухне чӗркенӗ кипкепе пӗрле усранӑскерне, шыраса тупса, чӗтрекен аллипе аттене тыттарчӗ. Ҫӗр ҫинче чи ҫирӗп шӑранакан япаласем те 3 000-пе 4 000 градуссенче шӑранаҫҫӗ. Мэри пушмак ҫинчен манса каять пулӗ-ха тесе ӗмӗтленчӗ Том. Анчах вӑл ӗмӗтленни ахалех пулчӗ: Мэри яланхи пекех пушмаксене ҫупа серче те Тома йлсе пырса пачӗ. Вӑл тинӗсре капитанччӗ, ҫӗр ҫинче те вӑл капитанах пулӗ. Качӑртатакан хытӑ юрлӑ, йывӑҫсем ҫине йӑлтӑркка пас тытнӑ, шупка изумруд тӳпеллӗ, мӑръесем ҫивчӗ ҫӗлӗк евӗр тӗтӗмлӗ, самантлӑха уҫнӑ алӑксенчен пӑс мӑкӑрланакан сивӗ ҫанталӑклӑ, ҫынсен пичӗсене ҫыртса илнӗ пек хӗретекен, шӑнса кайнӑ лашасене вашаватлӑн чуптаракан, лӑпкӑ та уяр, шартлама сивӗллӗ шурӑ хӗл тӑрать. Шыв вӗсене чӗркуҫҫи таран пулчӗ, тата та хушӑнсах пычӗ. Кӗсри тапӑртатса пӗр вырӑнта ҫаврӑнкалама пуҫларӗ, хӳрине ҫӗклерӗ те купарчине хӗссе илчӗ, анчах Марья Николаевна (лашапа питӗ лайӑх ҫӳрекенскер!) ӑна вырӑнӗнче тытса чарчӗ: Полозовпа сывпуллашмалла пулнӑ, хӑйӗн яланхи фескине тӑхӑннӑ, шлафрокне йӳле янӑ Полозов балкон ҫине тухрӗ те батист тутӑрне суллама пуҫларӗ, анчах йӑл кулса мар, ҫук, — сивӗреххӗн пӑхса. Хӑвна хӑв хӗрхенместӗн пулсан, мана, ачасене хӗрхен!» — Любишкинӑн хура мӑйӑхӗсем айӗнче тути хӗррисем сиксе чӗтреме пуҫларӗҫ. Шӑматкун, июнӗн 20-мӗшӗ. Виҫҫӗмӗшӗ:— Хӗрарӑмсене персе вӗлерекенсенчен пӗри, — тесе хушса хучӗ. Ӑнлантӑн-и? Г. Корчжинский». — Ытла та чӑсланка-ҫке вӗсем… Тупата! Анчах Каи-Куму фортӗнче тӑшмансен пуҫӗсем кӑна пулчӗҫ. Гарем вӑл, ман шутпа, пансион евӗрлӗ. — А вӑл ҫӗтсе пурӑннӑ? — тенӗ мисс Сетби. Пӗтӗм чӗререн савӑнса «ох», «ах» тесе кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗннӗ. Вольмер, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа ҫӳренипе ывӑнса, пукан ҫине ларать те калама пуҫлать. Пӗлнех пулӗ. Ӑна халь питӗ канлӗ те ырӑ. Илинька ҫине эпӗ ҫӳлтен пӑхма хӑнӑхнӑран тата вӑл эпир ҫапла тума тивӗҫлӗ тесе шутлама хӑнӑхса ҫитнӗрен, вӑл та ман пекех студент пулни кӑштах лайӑх мар пек. Вӑл хӑй ҫӗнтернӗ пек йӑл кулать, Петӗрӗ мӑкӑртатать: — Вӑл унашкал мар пек туйӑнать… Эпӗ аташса йӑнӑш ҫулпа ҫеҫ кайнӑ, пӗтӗмпех ҫухалса кайман пулмалла, тесе шухӑшлатӑп. Вӗсен парторганизаци секретарӗ вӑл тинӗсрен пӗрремӗш хут шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн киленнипе кулса яни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Анчах кусем ҫаврӑнса та пӑхмарӗҫ, — ытла хӗрсе тава кӗнӗччӗ вӗсем. — Эпӗ те пыратӑп! — хушса хучӗ Николай. Пӗтеҫҫӗ те ӗнтӗ ҫынсем! — Пур-и кунта кам та пулин? Хутаҫӗ хӑйӗнни пекех, анчах ӑна ҫивчӗ шӑлсемпе кышласа таткаласа пӗтернӗ. Вӑл ӑна, хӑйӗн вӑйсӑр пӳрнисем ҫӗклеме пултарайман пулин те, ҫӗклерӗ. — Паллах ӗнтӗ, — терӗ пичче. — Апла пулмасӑр! — мӑкӑртатрӗ Дантон. Вӑл кашни ҫын епле калаҫнисене пӗтӗмпех туса кӑтартрӗ, ҫак тӗлпулу мӗнле пулса иртнине Лена питӗ лайӑх ӑнланчӗ, Воропаев каласа панӑ май, вӑл, кулкаласа, аллисене саркаларӗ. Ҫӳлте, штыксенчен те ҫӳлерехре, вӗҫен кайӑксем чӗвӗлтетеҫҫӗ. Апла сана ҫеҫ калаҫма юрать, пирӗн — чӗнмесӗр, тутана ҫанӑпа шӑлса лармалла-и? Ҫӗпӗрте, Кавказра, ҫав хуласем халӗ аса та килмеҫҫӗ ав… Пӗррехинче виҫ ҫӗр йӗкӗте пуҫтартӑм, — Индие ҫӗнсе илме кайрӑмӑр. Пирӗн унта ҫитес килетчӗ. Бейдевинда тыт! — Сыснасене? Мӗне кирлӗ иккен кунта чун-чӗрен хӗрӳ сисӗмӗсем, ӗмӗтсем, иртнишӗн куляннисем… Вӑл аҫа ҫапнӑ е тупӑпа пенӗ евӗрлӗрех илтӗнчӗ. Вӑл мӗскӗн амӑшне хирӗҫ: «Ҫапла», тесе ответленӗ пек туйӑнчӗ. Чӗлхем итлеместчӗ манӑн, тутамсем те аран-аран кӑна сиккелетчӗҫ. Кӑнтӑр Украинӑри авалхи парксем тата! Пурӑнма кӗтес пур, ҫимелли те пур, — халь ӗнтӗ кӗтме пулать. Мӗн туйма пултараҫҫӗ-ха слон е кит тытакан сунарҫӑсем? Ҫитӗнейменскер, кахал, хӑйӗн наянлӑхне тӳрре кӑларма май шырать… Вилнӗ ҫынна лӑпкӑн пӑхса тӑнӑ май, Макар халӗ ывӑннисӗр пуҫне урӑх нимӗн те туймарӗ — ни паҫӑрхи пек ҫилленмерӗ вӑл, ни кӑмӑлӗ тулнине туймарӗ. Малтан Дик Сэнд пуҫӗнче «Пилигрима» каялла Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранӗ патнелле ҫавӑрас шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ. — Ҫапла ҫав, вӑл чее ултавҫӑран ытларах — святой этем! — терӗ Микеле. Ташӑ каҫӗ вӗҫленсе килнӗ май, столовӑйри шав ӳснӗҫем ӳссе пычӗ. Ун чунне нимӗн те хускатмарӗ, кулатчӗ ҫеҫ. Хушӑран ун кӑмӑлӗ ҫемҫелетчӗ. Хамӑрӑннисемпе тӑлӑх арӑм Бартли тата пирӗн каскӑнсем ҫеҫ юлнӑ. Сӑмах та чӗнмест, — терӗ Нина Капитоновна. — Ҫапла, ҫав джерсисем, ҫӳҫ кӑтрисем, купарчана илемлетнисем пирки лекрӗм ӗнтӗ эпӗ. Пачах урӑхла, вӑл, мӗн ӗмӗр тӑршшӗпех крепостла йӗркесемпе килӗштерсе пурӑннӑ, анчах халӗ ҫав «ирӗксӗрлӗхе» тӗп тунӑ хыҫҫӑн та ҫӗнӗ йӗркесене лайӑх хӑнӑхса ҫитнӗскер, хӑйӗн ӗҫне пит ӑста пӗлекен ҫӗр улпучӗ пулнӑ. Хӑш чухне ун пуҫне: «Пӗтӗмпех каяс та урӑх нихҫан та каялла таврӑнас мар, обществӑра курӑнас мар», текен шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. — Мӗн вӑл? — кӑшкӑраҫҫӗ вӗсене ҫыранран. Ҫакна эпӗ йӗрке тирпейлӗхӗ тесе шутланӑ ҫеҫ те мар, ҫакӑнпа эпӗ мухтаннӑ та. — Ҫапла, эпӗ! — терӗм ӑна хирӗҫ. — Аха, апла пулсан ман патӑма кӗр… — Ме, акӑ, хыптар ӑна, — терӗ Бирюк, хӗрачана вараланса пӗтнӗ ӗмкӗч тыттарса. Ун вырӑнне мустангера ҫамрӑк креолка ним чӗнмесӗр куҫӗпе ӑшшӑн вӑрт пӑхса илчӗ. Пӗрре Фома ӑна ҫапла каланӑ: — Ҫапах та, мӗн чул укҫа акмарӑмӑр-ши эпир санпала? — тенӗ. — Кашни ҫынах воспитани хӑйне хӑй памалла, — ну, сӑмахран, ман пек эппин… Исидора американски лашапа кайнӑ, Кольхаун кӑвак мустангпа хӑй ҫулӗпе малалла, Каса-дель-Корво гасиенди патнелле кайнӑ. Кун хыҫҫӑн Веспуччи, 1502-мӗш ҫулхине, хӑйӗн виҫҫӗмӗш экспедицине тухса кайсан, тата та кӑнтӑрарах аннӑ. Вӑл хӑй лутра, ҫине-пуҫне те питӗ начар тӑхӑннӑ. — Вӑл та-и? Сатурнӑн унки ӑҫтан тупӑннӑ? Малтанах Джемма ҫав тери именнипе амӑшӗ патне те пымарӗ, пӳлӗм варринче, статуя пек, чарӑнса тӑчӗ; Санин вара, ним тума та пӗлмерӗ, — лар та йӗрсе яр акӑ! Тӗреклӗ пӗвӗ хӑй тӗллӗн туртнипе малалла вӗҫрӗ, урасем аялтан ҫӗкленсе тухнӑ ҫӗре ҫитсе тапӑнчӗҫ. Эпӗ Татьяна ҫинчен калатӑп. Питӗ чӗмсӗрскер, юмӑҫ пӑхасса та пӗр хавассӑр пӑхнӑ вӑл, нихҫан та ырӑ пуласса каламан. Ҫавӑнпа ӗнте ҫынсем ун патӗнчен куҫҫуль юхтара-юхтара тухса кайнӑ. Тарас, пӳлӗм тӑрӑх утса ҫӳресе, кӗмӗллӗ горка патне чарӑна-чарӑна тӑнӑ, шӑхӑркаланӑ, пӳрнисемпе горка кӗленчине шаклаттаркаланӑ, куҫӗсене хӗскелесе, япаласене сӑнанӑ. Ҫамрӑк ҫын ура ҫине сиксе тӑчӗ, анчах тепӗр офицерӗ, аслӑраххи, аллине ҫӗклесе паллӑ тунипе ӑна вырӑнне ларма хушрӗ, хӑй Санин еннелле ҫаврӑнса французлах: — Кам пулатӑр эсир ҫав хӗршӗн, тӑванӗ-и, пиччӗшӗ-шӑллӗ-и, е унӑн каччи? — тесе ыйтрӗ. Выҫӑ пулнипе ҫиме тӳр килнӗ. Чуну санӑн — пӑхӑр чун, санпа пит кичем… — тетчӗ. Ҫав хушӑра маркитанка куштӑрканӑ аллипе кӑкӑр ӗмекен ачине, пуҫран шӑла-шӑла, ачашласа ларчӗ. Лайӑх коммунист, ним те калаймӑн! Хӗҫ-пӑшал патне, ман хыҫҫӑн! Парӑр мана хамӑн негра! Кӑнтӑрлахи чӑтма ҫук шӑрӑх вӑхӑт ҫитсен, вӑл пире хӑйӗн утарне, вӑрман варрине илсе кӗрсе кайрӗ. — Унӑн ҫапах та чӗрни те, сӑмси те урӑхларах, — килӗшрӗ Ла-Вьевиль. — Мӗнлескер вӑл Инсаров? — А! Хиртен тыркассем шӑхӑркалани илтӗнет. Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл кашӑкне хурать те, пуканне куҫарса, сӗтел хушшинчен ерипен тухать. Самолётсем, карӑк чӗпписем пек, ҫамрӑк хурӑн вӑрманӗ хӗрринче пытанса тӑратчӗҫ. Ҫакӑнпа вӑл, ватӑ негр ҫине пӑхса, хушса хучӗ: — Кӗҫӗр эпир Томпа иксӗмӗр ун сутӑнчӑклӑхне куртӑмӑр. — Ӑнланмастӑп, — терӗ Петр тепӗр хут, вара унӑн ҫак хӗрарӑмпа калаҫас кӑмӑлӗ пӗтсе ларчӗ. Эпӗ пурне те суйрӑм. Мӗншӗн эп вуникӗ ҫул хушши татти-сыпписӗр, машина пек, ӗҫленӗ? — Ҫапла! Ҫапла пулсан та, Лаггнегг корольне хисеп туса, вӑл эпӗ мӗн ыйтнисене тума хатӗрри ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫапла, хӑйӗн тӗрӗс тесе ӗненсе тӑнӑ шухӑшнех хирӗҫ пула, нимӗн пӗлмен, ним сӑнаса курман ҫынсем калани хыҫҫӑн каякан хисеплӗ ҫарҫыннине эпӗ ҫемҫелӗхӗшӗн шеллемесӗр тӑма пултараймарӑм. Кашниннех — хӑйӗн хирӗҫӗвӗ, хӑйӗн нуши пур. — Ҫынсем пурте… — терӗ те Лука пуҫне хупларӗ. — Ҫӗнтерӗвӗ мӗнле, пӗр илем кӑна! — ҫапӑҫури пек ҫухӑрать вӑл. Эсир унта мӗн кирлине пӗтӗмпех тупӑр. Пӗр-пӗринпе юри калаҫса татӑлнӑ пекех, аманнисемпе чирлисем пӗр-пӗрине пӳлсех ӑна мӗнпе те пулин савӑнтарма тӑрӑшрӗҫ. Ҫак кун пурин те сывлӑхӗсем малтанхинчен лайӑхланнӑ иккен. Ҫарти службӑран запаса тухса, вӑл пурӑнма хӑйӗн чи таса та ырӑ асаилӗвӗсемпе ҫыхӑнса тӑракан вырӑна — Карпат тӑвӗ хӗрринчи яла суйласа илме шут тытрӗ, унта ӑна ирӗке кӑларакан ҫын тесе асӑнаҫҫӗ. Пӗр именмесӗр сӑмах ҫаптарать король, акӑ каллех «пытару ӗҫки» тесе хучӗ, чӑннипе ун пек япала та пур тейӗн. Пурин ҫумне те ҫулӑхатӑн. — Ҫук, эпӗ пултараймастӑп, атте. Анчах эпӗ ответ илеймерӗм. Тен эсӗ вӗсене кӑмӑллатӑн пулӗ, анчах эпӗ вӗсене кураймастӑп. Йывӑҫ вуллисем хушшинче Айртон фургона питӗ ӑста илсе пырать, вӑл юханшывран ҫур мильре пуҫланакан вӑрман хӗррине аванах илсе ҫитерчӗ, кунта тӑпра ӑшне фургон тӗнелӗсем таран путса ларчӗ. Андрей тӳрӗ те ҫутӑ ӑслӑ, ансат та ҫирӗппӗн шут тытса пурӑнакан ҫын пулнӑ. — Эппин, килӗшетӗн? — илтрӗ вӑл Юрий сассине. Унччен лӑпкӑ пулнӑскер, халӗ вӑл урсах кайрӗ: хӑрӑлтатма, пӳлӗне-пӳлӗне сывлама тытӑнчӗ. Вӑхӑт-вӑхӑт вӗсем иккӗш те лӑпланаҫҫӗ, ун чух вара хӑвӑрт-хӑвӑрт сывлани те тем кӑштӑртатни, хӑма лӑчӑртатни ҫеҫ илтӗнет. Вӑл батальона ертсе пынӑ хушӑра, пӗр эрне хушшинче ӗнтӗ салтаксем темиҫе хут та «киле кӗрсе тухма» ыйтса кайнисем пулкаларӗҫ. Кольхаун пит ҫилленсе кайса, шӑлӗсене ҫыртса тӑнӑ, хӑй тытас чӗрчунӑн юнне ӗҫесшӗн сӗмсӗрленсе тапӑннӑ чух чарса лартнӑ тискер кайӑк пек тӑнӑ. Мустангерӗ вара тарӑхнине палӑртмасӑр тата хӑй ӑшӗнче протестлемесӗр пӑхӑнчӗ. — Ну-ну… Ҫапӑҫун малтанхи кунӗн вӗҫӗ Эпир хамӑра хӳмерен уйӑрса тӑракан вӑрман витӗр мӗнпур вӑйпа чупрӑмӑр кашни самантрах пиратсен сассисем ҫывӑхран-ҫывӑхра илтӗнеҫҫӗ. Вара хӗр, хӑй хыҫҫӑн пурҫӑн платье кӑштӑртатнине тата тӗлӗннӗ Фомана хӑварса, пӳлӗмрен чупса тухнӑ, Фома унран ашшӗ ӑҫта иккенне те ыйтса юлайман. Ромашкине пӗр хӑйне кӑна ӗненместӗп, ара епле-ха вӑл Катьӑпа пӗрле пулма пултартӑр. Кӑна вара манӑн пӗрре те ӗненес килмест. Олизар — вӑрӑм, ҫинҫешке, якалса тирпейленнӗ те писевленсе тултарнӑ ҫамрӑк старик, ҫара, анчах пӗркеленчӗклӗрех, хутахайла питлӗскер, вӗҫӗмсӗрех бильярд шӳт-хайлавӗсене чӗвӗртсе, сирпӗнтерсе кӑна тӑчӗ. Интересно, ӑҫта ҫухалса ҫӳрет-ши вӑл? Виле тумтирӗ кӗскерех пулнӑ иккен: брюки вӗҫӗсем ура хырӑмӗсене ҫӑт тытса тӑраҫҫӗ, ҫанисем вара чавсисене аран ҫеҫ хуплаҫҫӗ. Марсианӑн вӑрӑм кӑсӑруклӑ, калпаклӑ, ҫӑмарта евӗр пуҫӗ курӑнса кайрӗ. Куҫлӑхпа. Ҫапла каланӑ хушӑра дворник кӗсйинчен колбаса татӑкӗ туртса кӑларчӗ те йытта пӑрахса пачӗ. Хӑвӑртрахчӗ анчах! Атте пӳлӗм тӑрӑх чупать, каллӗ-маллӗ ҫаврӑнать. «Илсе пӑрах ӑна, илсе пӑрах! Вӑл мана мӑйран сӑхать!» — тесе кӑшкӑрать. Кун каҫа вӑл пит те ывӑнса ҫитрӗ, унӑн ҫиесси килчӗ. — Ӑҫта манӑн ӗҫ?.. — Ҫул ҫитнӗ ҫынсене командировка кирлӗ, — терӗ вӑл ҫирӗппӗн. Шӑй-шай пуҫланнӑран ыйхӑран вӑраннӑ ҫывӑхри куреньсем алла хӗҫпӑшал тытнӑ ҫӗре ҫар хапхаран каялла кӗрсе те кайнӑ, юлашки ретрисем хӑйсем ҫинелле кӗпӗрленсе пыракан ыйӑхран тин вӑраннӑ тата ҫурма-урӑ запорожецсем ҫинелле пӗре-пӗре каялла чакнӑ. Эпӗ хам салтак-ҫке.. Шурӑ Кашкӑр хӑвалакансем еннелле ҫавӑрӑнса, вӗсене хӑйсен вырӑнӗсене йышӑнса хатӗр пулма хушнӑ. Хирӗҫ калани ҫук. — Ҫапла! — тӳррӗнех хирӗҫ тавӑрчӗ амӑшӗ, куҫҫульне шӑлса. — Мӗн турра ҫилентермелли, атьсемӗр! Эпӗ йӑлтах урӑлса кайрӑм. Вӑлах-ши тата? Мӗнле кӗнекесем вуланӑ вара эсӗ? Уэлдон миссис темиҫе сӑмахпа Дик Сэнда Алвиш факторийӗнче мӗн пулса иртнине каласа пачӗ. — Ҫук. Мана вунултӑ ҫулалла ҫитнӗ хурарах кӑна хӗр, кӑвак фланель кӗпе тӑхӑннӑскер, ҫӳҫне яп-яка туса икӗ еннелле вырттарнӑскер, уҫса кӗртрӗ. — Ӑҫта? Икӗ халӑх, пӗр-пӗринпе килӗшсе пурӑнма пултарайман икӗ йӑх — пуянсемпе чухӑнсем кӑна пур! Атя, атя, тулӗк чӑкӑлташса ан пӑх. Кӑҫал ҫуркунне вара Стара-Загорӑна ҫитнӗ, пӑлхав ирттерме хатӗрленсе нумай ӗҫленӗ. Пӑлхав ӑнӑҫсах ҫитмен. Корчагин Киев делегачӗсемпе ларчӗ. — Сансӑр пуҫне манран никам та ним те ыйтмасть-ха. — Вӑл — ухмах. Майор хӑйне мӗнле туйни ҫинчен вӑл мӗн каласса кӗтнине туйса илчӗ. Ҫывӑракан Пуҫ тӗнӗ пуриншӗн те — ҫӗнӗлӗх, вӑл — хуҫаланупа вӑй-хӑватӑн тӗп хатӗрӗ, анчах ҫав тӗнӗн тӗшшине, шалти пӗлтерӗшне Иерофантсем ҫав тери пысӑк вӑрттӑнлӑхра упраҫҫӗ. Вӑл Эленпа Мэри Грант ҫине хуйхӑллӑн пӑхса илчӗ. Юрат, юрат, тӑванӑм! Эпир этем виллине ҫӗклесе тӑратса алӑпа хыпашласа пӑхрӑмӑр: вӑл пирӗн ҫине хӑйӗн куҫ вырӑнӗнчи лупашкисемпе пӑхса тӑрать. Анчах ҫуна ашӗнче те ниепле ӑшӑнайман. — Ҫав териех нумай выртмасть-ха тӑнсӑрлӑхра». Ҫав вӑхӑтрах уполномоченнӑй персе ҫитет. Амӑшӗн аллине хыттӑн чӑмӑртаса, куҫлӑхне тӳрлетсе, питне ун ҫывӑхнех илсе пырса, Николай ӑна васкавлӑн ӑнлантарса пачӗ: — Пӗлетӗр-и, эпӗ Павелпа та Андрейпа ҫапла калаҫса татӑлнӑ: хӑйсене каллех арестлес пулсан, манӑн тепӗр куннех сире хулана куҫарса каймалла! — терӗ вӑл ачашшӑн, пӗтӗм чӗререн. — Кӑвак билета тата вӑкӑр хӑмпӑвне… бойньӑран пӗҫертсе килнӗскерне патӑм. Санин, ҫак самантра тӗкӗр умӗнчен иртнӗ чух, тӗкӗр ҫинче ҫакӑн пек сцена курчӗ: Марья Николаевна упӑшкин фескине ун куҫӗсем ҫине пусса антарнӑ, лешӗ вара аллисемпе вӑйсӑррӑн хӑлаҫланать. Ун ҫинче пурте — пӑхӑртан тунӑскерсем; йывӑҫ-курӑкӗсем, выльӑхӗсем пурте хупланса ларнӑ сасӑпа татти-сыпписӗр ҫӗре хирӗҫ тӑшманла чӑнкӑртатнӑ пек, ҫӗре хирӗҫ усал та хаяр ӗҫ тума хатӗрленнӗ пек туйӑнатчӗ. — Асран кӑна кайӑн, — сӑмах тӑсрӗ Стефчов, — ку шӑп кӑна иртӗхӳ-ҫке! — Ҫапах та шаккаса пӑх-ха, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. — Юлташ! — терӗ амӑшӗ, хӑни курӑнми пулсан. Вӑл ҫӗрлехи шӑплӑхра темскерле хурлӑхлӑ вӑрттӑнлӑха ирӗксӗр сыхланӑ пек, ӗшеннипе ыйхине хирӗҫ кӗрешме вӑй ҫитереймен пек, ерипен такама: «ҫывӑратӑп, ҫывӑратӑп!» — тесе шанӑҫсӑр тилмӗрнӗ пек туйӑнать. Грушницкине вара пӗлме те ҫук: аллисене ҫурӑм хыҫне тытса ҫӳрет, никама та палламасть; ури те унӑн сасартӑк тӳрленсе ҫитрӗ: кӑшт ҫеҫ уксахлать вӑл ӗнтӗ. Алексей темле тӗлӗнмелле туйӑмсемпе пурӑнма пуҫларӗ. — Мӗне пӗлтерет ку! — кӑшкӑрса ячӗ князь, — кам вара эсӗ?.. Ҫапӑҫу халь кӑна вӗҫленчӗ, анчах ӑнӑҫсӑр пулчӗ. — Кунта вӗсем взвочӗпех… Уҫланкӑна васкавлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ те, кунта Брамс та, Ланнер та пуррине астуса юлма аран ӗлкӗрсе, вӑл хӑйӗн «виллисӗ» патне ҫитсе тӑчӗ. Стоян мучи, арман ҫуртӗнче мӗн пулса иртнине васкаса та пулин йӗркипе каласа, хӑйсене ҫӑлса хӑваракана тав турӗ. — Юрӗ, — курӑпӑр! Ӑҫта илтнӗччӗ-ха вӑл ҫак хулӑн сасса? Урӑх нимӗн те кирлӗ мар, вӑл ӑнланать вара! Геркулес, Бат, Актеон, ӑна шурлӑхлӑ вырӑнпа пынӑ вӑхӑтра йывӑрлӑхран хӑтарас тесе, бамбукран наҫилкка турӗҫ. Виҫҫӗмӗш кунхине Вавжонпа Марыся Литль Рока тухса кайрӗҫ. Вӗсене пӗлмен ҫынсем курсан, кусем ҫывӑх туссем мар, тӑшмансем калаҫса тӑраҫҫӗ тесе никам та шухӑшлас ҫук. — Атте! — салхуллӑн, шикленӳллӗн чӗннӗ Любовь. Португалсем. — Калаҫассине эпир сирӗнпе кайран калаҫӑпӑр. Дубков малтан тӗлӗнчӗ; унтан йӑл куласшӑн, ҫакна шӳтлени вырӑнне йышӑнасшӑн пулчӗ, анчах, юлашкинчен, мана шалтах тӗлӗнтерсе, хӑраса кайрӗ те аялалла пӑхрӗ. — Мана тӑн-пуҫ улталамасть пулсан, — тесе пуҫларӗ ученый, — эпир вӑл утравран сакӑр вунӑ мильре пыратпӑр, мӗншӗн тесен ҫичӗ пин фут ҫӳллӗшне ҫӗкленекен Тристанӑн чуллӑ ҫӗрӗ горизонтра шӑп кӑна ҫавӑн инҫӗшӗнчен курӑнмалла. — А, — терӗм эпӗ лӑпкӑн кӑна. Ҫакӑнти ҫӗршывӑн тӗлӗнмелле пуянлӑхне курсан, куҫсем алчӑраса каяҫҫӗ. Анчах геолог хӗрӳллӗхӗ лӑпкӑ ӑсран та вӑйлӑрах пулнипе Лиденброк пичче эпӗ кӑшкӑрса каланине илтрӗ те:— Мӗн пулчӗ тата? — тесе ыйтрӗ. — Мӗншӗн ман шансах тӑмалла? Виҫӗ ҫул ҫапла асаплантӑм-асаплантӑм та шутларӑм: виҫ хут ылхан пурне те, каятӑп та хулана лавҫӑра ӗҫлеме пуҫлатӑп. Нимӗн те кирлӗ мар, ҫак вӗҫӗ-хӗррисӗр йӑлтӑркка сенкер тӳпе ҫине ҫеҫ пӑхса выртасчӗ те ал айне ҫакланнӑ ӑшӑ чул ванчӑкӗсене туясчӗ. — Ҫук, тусӑм. Кайӑкӗ, аманнӑ ҫунаттине сӗтӗрсе, ун патӗнчен сике-сике тарчӗ. Вӑл ун хыҫҫӑн чупрӗ. Вӑл вӗсене каялла таврӑннӑ чух тӗл пулнӑ, тӗл пулассине те эпир вырнаҫнӑ вырӑнтан инҫетрех мар тӗл пулнӑ. Ҫул ҫинче май пур таран пӗр йӗркепе пычӗҫ: малта Дик Сэндпа Гаррис — пӗри хӑйӗн вӑрӑм кӗпҫеллӗ пӑшалӗпе, тепри карабинпа; вӗсем хыҫҫӑн Батпа Остин, вӗсен кашнийӗнех ҫӗҫӗпе карабин; унтан юланут, Уэлдон миссиспа Джек, вӗсен хыҫӗнче Томпа Нэн. Тем мар, тем мар!.. Ҫӳлелле мар-иҫ, аялалла вӗҫнӗ. Квейс пӗр хушӑ консерва банкипе тӑрмашса хӑтланчӗ, Ерофей Кузьмич, хытӑ асӑрхаса пӑхса тӑчӗ пулин те, комендант мӗн ҫинине ниепле те чухласа илеймерӗ. Эпӗ мӗн тума шутланине халех пӗлӗн», — тетӗп. Томсон господин пирӗншӗн темӗн тума та хатӗр пулчӗ, эпир тинӗсе тухса каймалли пӑрахута шыраса тинӗс хӗрринче пур урамсене те чупса ҫавӑрӑнтӑмӑр. Ачасем те калаҫса лараҫҫӗ-ха. — Сто-ой! Беседкӑран Лещинскин хӗрӗ Нелли тухрӗ. Бертонсенчен никам та ӑсатма пымарӗҫ. Ун шухӑшӗ ҫапла: пӗр пучах е пӗр курӑк пӗрчи ӳснӗ ана ҫинче иккӗ ӳстерме пултаракан ҫын кирек кам та этем йӑхӗпе тӑван ҫӗршывне усӑ мӗнпур политиксенчен ытларах тӑвать. Чӗлӗмне ӗмкелесе илет те сурать, ӗмсе илет те сурать, ҫунса кӗлленнӗ табакне пӳрнипе пускаласа ларать. Ярас вӗсене ӑҫта та пулин колоние: хӗр ҫийӗнчех качча кайӗ, упӑшкаллӑскер, вӑл тӑранса пурӑнатех, кӑмӑлӗ пулсан — ашшӗне те хӑй патне илӗ. Унӑн сӑмахӗсем ирӗклӗн тухаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем сӑвӑсем пекех ачаш та. Гаррисӑн тутисем шуралса кайрӗҫ. Смурыя та вуласси хытӑрах та хытӑрах астарса пынине вӑл час-часах мана ӗҫрен тататчӗ. Щербиновскийпе Тури-Стебликивский сулахай енне тӑрать. Чӗлхерен маттуртараххисем, ретрен мала тухса тӑшмана йӗкӗлтеме пуҫлӑр. Пӗр минутлӑха ҫуртра шӑпах пулчӗҫ, унтан хуҫа аллисемпе алӑка тӗксе лартрӗ, пӗкӗрӗлчӗ те мана кӑшкӑрчӗ: — Хӑпарса кай та чӳречине ҫӗмӗр, ҫаклатнине вӗҫертсе яр! Ӑнлантӑр-и? Рене-Жан вӗсене те валеҫсе пачӗ. Вӑл юпа ҫинче ларать, савӑнаҫӗ те ҫавӑнта ҫеҫ: пуҫӗнче какартлӑ картус пур, унне те пулсам юпа ҫине улӑхнӑ чух сӑмсине ватнӑ. Хӑйӗн кӗлеткине аран-аран хускалтарса, Артамонов хӑрушла йывӑр урисене ҫӗрелле антарчӗ, анчах ури тупанӗсем ҫинчи ӳчӗ урай пуррине туймарӗ, старике хӑйӗн урисем хӑйӗнчен уйрӑлса кайнӑ пек, хӑй сывлӑшра ҫакӑнса тӑнӑ пек туйӑнчӗ. — Санӑн чӗрӳ кӑна таса пултӑр, савнӑ тусӑм! — хушса хучӗ амӑшӗ хулен. Лайӑх! Апла манӑн сывлӑх чаплах пулман курӑнать. Ҫутӑ пуррине тата чӳрече карри ҫине ӳкнӗ мӗлке курса, шпион эпӗ килте ҫырса ларатӑп, тесе шанса тӑрать. Пачах урӑхла, унӑн ҫак кулӑшла, хаваслӑ ҫынна пӗтӗмӗшпех тӗлӗнтерсе пӑрахасси килчӗ те, вӑл циркри фокусник пек пӗр харӑсах икӗ йӗмпӗҫҫине те туртса хӑпартрӗ. — Мана сирӗн укҫӑр кирлӗ мар, — ответлерӗм эпӗ, взятка пама сӗнни мана питех те кӳрентерчӗ. — Эсир манӑн аттене тивӗҫлине пӗтӗмпех тӳлӗр те, аван пулӗ. — Ҫук. — Манпа пӗрле пулсан, ӗмӗрлӗхех илме пултаратӑр, — ырӑ кӑмӑлпа шӳтлерӗ генерал, тепӗр ҫур сехете яхӑнран «Маркитта» вилла патне ҫӗнӗ «оппель-капитан» кустарса та ҫитрӗ. — Ҫӗр ҫинче ӑҫта та пулин кӳрентермен чун пур-ши вара? Хӗнекелетӗн-им? Чӑнах мӗн те пулин систермелли пур пулсан — мӗнле хӑймалла-ха ман… ҫук, ҫук, пулма пултараймасть», — пӑшӑлтатрӑм эпӗ, енчен енне ҫаврӑнкаласа выртса… Укҫисем ҫук хӑйсен, ҫавӑнпа вӗсем «ҫурӑмран ҫапмалла», «ҫамкаран шаккамалла» е «вилнӗ ҫынна чӗртмелле» выляҫҫӗ. — Мӗн эсир, Александр Анисимович! Анчах ыранччен пӗр сӑмах та ан пултӑр вара!.. Вӑл «Пилигрим» кӳлепине курмарӗ пулмалла-ха, курнӑ пулсан, карап арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене кунта курнинчен тӗлӗнмӗччӗ. «Ҫӑпатаҫӑсем», малтанхи пекех, пирӗн танксем прорыв тунӑ ҫӗрелле туртӑнчӗҫ. Вӑл сиккипе чупса пынӑ пек мар, шуса ҫеҫ пынӑ пек туйӑнчӗ. — Пӗтӗмӗшпех ванса пӗтнӗ, эпӗ пур ҫӗре те ҫитсе пӑхрӑм, — темӗнле туристла хаваслӑхпа лӑплантарчӗ ӑна администраципе хуҫалӑх службин ватӑ капитанӗ. — Мӗн эпӗ, хамӑн кадрсене пӗлместӗп-им? — Кам вӑл «эпӗ»? — Пӗлетпӗр! — терӗ Павел, йӑл кулса. Ҫӗр варрине пиртен маларах никам та кайса килме ан шухӑшлатӑр. Халӗ ӗнтӗ вулакана ҫак повеҫӗн чӑн-чӑн геройӗпе паллаштарма вӑхӑт. — Вӑхӑчӗ вӑл мар, ҫыннисем те эсир вӗсем мар, начар казаксем эсир халь. Марко кӑмӑлсӑртарах пулчӗ. Шурӑ урусемпе пӗтӗм, таврана утса ҫаврӑнсан та тупаймӑн ун пеккине! Ҫутҫанталӑк выляса тӑрать, вӑрмансем витӗр курӑнаҫҫӗ, вӗсен леш енче тинӗспе ту хысакӗсем, тусемпе тинӗс леш енче — пӗлӗт. Хам тӑна кӗрсен, эпӗ куртӑм: хӗвел ӗнтӗ пӗлӗт ҫинче ҫӳлте тӑрать иккен, ман тӗлте хӑлатсем ярӑнса ҫӳреҫҫӗ. Аркашка, шӗвӗр пӳрнине ҫамки ҫине тытса, ӑна енчен енне пӑркаларӗ те тӗлӗнсе тӑракан арӑмне каларӗ: — Сӳтӗлнӗ! — Ҫынна ҫын вырӑнне хуман ҫын эсӗ! Ҫынсем каланӑ пек, телей кантрине хӑвӑра ҫавӑрса илесшӗн, эсир мана ҫавна тума сӗнетӗр, — терӗ географ. Джемма ачан аманнӑ аллине тытса тӑчӗ. Ӗҫ ҫук чухне ҫав урамри ҫынсем баржасемпе пароходсем ҫинчен ваккӑн вӑрлама та йӗрӗнместчӗҫ, анчах ҫавӑншӑн эпӗ хӑраса тӑмастӑм, — эпӗ кураттӑм: кивӗ сӑхмана кӑвак ҫиппе ҫӗлесе тухнӑ пек, пӗтӗм пурӑнӑҫа та вӑрлассипе витӗрех тӗрлесе тухнӑ темеллеччӗ, ҫав вӑхӑтрах тата эпӗ кураттӑм: ҫав ҫынсем хӑш-хӑш чухне хӑйсен вӑйӗсене хӗрхенмесӗр ним шутсӑр хавхаланса ӗҫлетчӗҫ, ун пеккисем хыпаланса тавар пушатнӑ чухне, пушарсенче, пӑр кайнӑ чухне пулкалатчӗҫ. — Улпут килте ҫук, — терӗ крыльца ҫине тухса тӑнӑ лакей. Питех те йывӑр пулнӑ ҫакӑ маншӑн… Ҫӳл тӳпе ачашшӑн кӑвакарать — анчах мана ҫав тери хурлӑх пусрӗ… Хӗвел ӑшши, атом энергине шутламасан, Ҫӗр ҫинчи мӗнпур ӗҫӗн ҫӑлкуҫӗ. — Ҫапла, вутлӑ шыв, паян эс курӑн, ҫак ята тивӗҫ вӑл. Том хӑйне телей пулнӑшӑн хӗпӗртерӗ, ҫакӑ юлашки рейс иккенне, пӑрахут текех ниҫта та каяс ҫуккине вӑл аванах пӗлсе тӑчӗ. Анчах та хӑй ӳтне туясси ҫаврӑнса килчӗ, пӳрнисем ӗнтӗ тӑсӑлма та, хутланма та пултараҫҫӗ. Ман Макарушка ывӑнчӗ пулмалла, ларчӗ те ыйтать: «Ҫитет-и сана?» — тет. Тарӑнӑн сывласа илсе, ҫиллине шӑнарайманнипе, пӗтӗм кӗлеткипе чӗтресе, вӑл калама пуҫларӗ: — Ман хушамат — Жаркий Иван. Тӳсме пултараймастӑп, ҫапах та — шеллетӗп. Куратӑн-и? — хӗрӳллӗн пӑшӑлтатса илчӗ Андрей, повозка ҫинче ҫапах-ха лӑпланса выртма пӗлмесӗр. Эпӗ йӑлӑнса та, ҫилленсе те пӑхрӑм, анчах пурте ахалех пулчӗ: пиччен кӑмӑлӗ гранитран та ҫирӗпрех. Эсир, Беловзоров, ӑна дуэле чӗннӗ пулӑттӑр; эсир, Майданов, ун ҫинчен эпиграмма ҫырнӑ пулӑттӑр — тепӗр тесен, ҫук — эсир эпиграмма ҫырма пӗлместӗр; эсир ун ҫинчен, Барбье евӗр, вӑрӑм яма ҫырӑттӑр та хӑвӑр произведенийӗре «Телеграфра» пичетленӗ пулӑттӑр. Чӳречерен хӗрлӗ ҫӳҫлӗ жид карӑнса пӑхрӗ; лаппӑшпех хуратутлӑ пулнӑран унӑн пичӗ ҫерҫи ҫӑмарти пек курӑнать; вӑл ҫавӑнтах ӑнланмалла мар сӑмахсемпе Янкельпа калаҫма пикенчӗ, Янкель вара ҫийӗнчех ун картишне кӗрсе кайрӗ. Хӗр ашшӗ, Игнат Уралта та «куштан» ятпа ҫӳренине пӑхмасӑрах, хӗрне ӑна панӑ. Ку пӗр тытӑнса тӑмасӑр пурнӑҫа кӗртмелли приказ пулчӗ. Вӗсем хӑйсем ҫине тӗрлӗрен йывӑр япаласем тиенӗ. Иккӗмӗш свидетеле те чӗнтереҫҫӗ: — Зебулон Стумп! Сире Андрей Петрович каласа пачӗ пуль? — Апла пулсан Ромашов сирӗн ҫине заявлени ҫырнӑ чух вӑл тепӗр ҫынна пӑхӑнса тӑнӑ пек пулса тухать. — Ан пӑшӑрхан, манӑн запасра тепре пур. Давыдов, ҫынсем шӑпланнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каларӗ: — Тракторпа пулсан, акӑ, пирӗн путиловецпа пулсан та, ӗҫе пӗлекен лайӑх трактористсем икӗ сменӑра талӑк хушшинче ҫавӑн чухлех, вуникӗ теҫеттинах сухаласа пӑрахма пултараҫҫӗ. Ривэра хӑрах чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса судье унӑн секундисене кӗскетсе шутланине аванах сиснӗ, ҫапах та вӑл шутланипе иртекен вӑхӑтпа та мӗнле те пулин ытларах усӑ илме тӑрӑшнӑ. — Икӗ билет! Ак кунтан лексен вара, осколка килсе лексен — пӗтрӗм!» — Ҫук, пӗлетни эсӗ, манӑн ӑна хамӑнах памалла. — Вӑл ӗлӗк пулнӑ! Ӑҫта каятӑн, пур ҫӗрте те кустӑрми ҫаврӑнать, анчах ӗҫӗ пӗр вырӑнтах тӑрать. Хам питлӗхӗме сан башню ҫине ҫакатӑп эпӗ те акӑ… Эсир иксӗр те, эсӗ те, атте те, пит чипер ӗҫлетӗр… Ҫак яш ача ҫине, тӑлӑх арӑмӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ ҫине, камӑн алли ҫӗкленнӗ-ши? «Мӗншӗн вӗлермелле? вӑл хӑйӗн ирӗкӗпе куҫнӑ. Эпӗ сиртен ҫакна ыйтасшӑн акӑ, ҫак ҫамрӑк ҫынна, ӑна эсир Саня тесех чӗнме пултаратӑр, хӑвӑр калавӑра каласа параймӑр-ши. Трубинчен хура тӗтӗм мӑкӑрлантарса пыракан «Дункан» шыва винтисемпе тикӗс мар кастарса хумсем тӑрӑх сикет. Ҫилпе куштӑрканӑ тӑмлӑ ҫӗр тип-тикӗс выртать, индеецсем чакаласа тунӑ пӗвесене шутламасан, кунта пӗр тунхах та тӗл пулмасть. Леноре фрау ҫавӑн пекех тӗлӗрсе выртрӗ, кӑштах харлаттаркаласа та илчӗ, тата кантӑк витӗр хӗвел пайӑркисем кӗрсе, урай тӑрӑх, тенкел-пукансем ҫийӗн, Джемма платьи ҫийӗн, чечексен ҫеҫкисемпе ҫулҫисем хушшипе сисӗмсӗр, анчах пӗр вӗҫӗмрен шуса ҫӳрерӗҫ. Калаҫу кофе миххисем е сахӑр пичкисем ҫинчен мар, чӗрӗ ҫынсем ҫинчен пынине кам ӑнкарса илме пултаратчӗ-ши? Тепӗр тесен тата унӑн ним хӑрасси те ҫук пуль. Курнӑ ӗнтӗ эп сирӗн сословие! Бенедикт пиччӗшӗ каютӑран Халл капитанпа пӗр вӑхӑтра сиксе тухрӗ. — Паллах, Джек, — килӗшрӗ Дик Сэнд. Хумсем ҫӗкленсе илнӗ вӑхӑтра якӑр каначӗ сулӑна труках туртса чарать. Ҫак кисренӳсем ҫынсене халранах ячӗҫ. Эсир, граждансем, автан авӑтни пирки мӗн шутлатӑр? Ӑйӑра — пӗлетӗп, кӗсрене — пӗлетӗп, хусах лаша мӗнне те, паллах, пӗлетӗп. Юланут акаци рашчийӗ хыҫне кӗрсе куҫран ҫухалсан тин ватӑ сунарҫӑ ура ҫине тӑрса, пӗтӗм пӗвӗпе тӑсӑлса тӑнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем лагере тӑшмансенчен сыхлана, тӑшманла пурӑнакан йӑхсем ҫине тапӑннӑ, лашасем хыҫҫӑн ҫӳренӗ, ҫавнашкалах ухӑсем, ухӑ йӗпписем, щитсем, тумтирсем хатӗрленӗ. — Вӑл йышӑнса тӑракан ҫӗр ҫичҫӗр ҫитмӗл пилӗк миллион гектара ҫитет, Европӑн пилӗк пайӗнчен тӑватӑ пайне ҫитет. Анчах ун ҫумӗнче тата темскер — темле пӗчӗк ҫеҫ тӗрке курӑнса тӑнӑ. Халех-х! Часах акӑ ҫум ҫумлама тухмалла. Эпӗ сасартӑк чарӑнса пиччене алӑпа тытса чартӑм. Кукушкин пакура досчаника урлӑ, хӑйӗн урисем айне хучӗ те, хӑйӗн ҫӗмӗрлсе пӗтнӗ питне пирӗн еннелле ҫавӑрса хавассӑн калать: — Пуринчен ытла, Антоныч, пуп юратмасть сана… — Эсӗ Италие кайӑн, — терӗ Берсенев, ун енне ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, — анчах нимӗн те тӑваймӑн! — Эй, атьсемӗр, анӑр лашӑрсем ҫинчен, — терӗ вӑл хӑйне ҫавӑрса илнӗ конвойнӑйсене. Гленарван малалла калама пикенчӗ: — «Дункана» Австралин. Вӗсен урисенчен пӗтӗм сӑрт кӳлепи кисреннӗн туйӑнать. Маякин хреснай ывӑлӗн вӑрҫӑллӑ кӑмӑлне ҫийӗнчех тӗрӗс чухласа илнӗ. Хуҫӑлкаласа пӗтнӗ йыт ҫӗмӗрчӗн тӗмисем ҫинче ҫырлисем, шӑратса тунӑ вӗт пульӑсем пек, ҫуттӑн курӑнаҫҫӗ. Пирӗн ӑна хамӑрӑн ҫапӑҫнӑ хушӑрах туптаса тӑвас пулать. Шӑпах ҫаврӑнчӗ те, яланхи пек виҫеллӗ те хӑвӑрт мар утса, пӗр чӗнмесӗр килелле кайрӗ. Халӑх ӑна вӑрҫма, тӑрӑхлама тытӑнчӗ, вӑл вара тарӑхса хирӗҫсе кайрӗ; куракансем тек чӑтаймарӗҫ, саксем ҫинчен сике-сике тӑрса, арена патнелле чупрӗҫ. «Лектерӗр ӑна лайӑхрах! Кӑларса ывӑтӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗҫ нумайӑшӗсем, пӗр-ик хӗрарӑм хӑранипе кӑшкӑрсах ячӗҫ. Вӑл хӑрама пуҫларӗ. 64-мӗш номерлӗ полицейски Крэнкбиль патне виҫҫӗмӗш хут пынӑ. Вӑл ӑна лӑпкӑ сасӑпа, тарӑхмасӑр-тумасӑр, малалла утма хушнӑ. Унӑн кӑвак куҫӗсем пӗр пек марччӗ: сулахайӗ палӑрмаллах сылтӑмминчен пысӑкрахчӗ. — А Тарас? Эстрада ҫине пысӑк та хитре куҫлӑ, шуранка сӑн-питлӗ ҫамрӑк ҫын тухрӗ кӑна, зал шӑпӑртах пулчӗ. Эпӗ драгун капитанне пуҫӗнчен чышкӑпа ҫапса ураран ӳкертӗм те йывӑҫ темисем хушшине кӗрсе ҫухалтӑм. Леш обществӑран та никам та эпӗ ҫак ҫынсем хушшинче пурӑнса мӗн тунине пӗлес ҫук». — Пире илнӗскер. Ахаль те никама та ирӗк ҫук, ҫитменнине тата чӗртсе хӑтланаҫҫӗ! Оренбурга таврӑнма санӑн нимен ӗҫ те ҫук. Каллех пӑлхавҫӑсем аллине лекетӗн те, урӑх вӗҫернеетӗн те-и вара вӗсенчен. Тӗксӗм сӑнлӑ пӗчӗк аллисене ҫӳлелле ҫӗклет вӑл, сарлака ҫаннисем вара, ҫинҫе те чӑп-чӑмӑр ӳкерчӗклӗ чавсисене ҫаралантарса хӑварса, аялалла, хулпуҫҫийӗсем патнелле, шуса анаҫҫӗ унӑн. Вӑрӑм пӳллӗ, мӑнтӑр, пӑхма питӗ кӗрнеклӗ карчӑк, хаяррӑн пӑхкаласа, крыльца ҫинче лайӑх апатпа самӑрӑлса кайнӑ пысӑк сарӑ кушак аҫине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑрать. Манӑн сӑнӑм пӑсӑлса пӗтнине асӑрхами пулма санӑн чӗрӳ вӑйӗ ҫитӗ-ши?» — тесе ыйтнӑ пек пулчӗ вӑл, карточка ҫине сӑнавлӑн пӑхса. — Эп сана — ан шарла, терӗм-ҫке? Ҫитменнине тата кирек ӑҫта кайсан та вӑл яланах аллине пуртӑ е тимӗр кӗреҫе тытнӑ Никитӑна тӗл пулать; курпун темскер каскалать, савалать, шӑтӑксем алтать, каюра пек, таҫталла шӑппӑн чупать; вӑл ялан пӗр ункӑ тӑрӑх чупнӑ пек, ҫавӑнпа пур ҫӗрте те тӗл пулнӑ пек туйӑнать. — Кӗр, хӑна пулӑн. Мӗн тумалла-ха, апла пулсан? — Юрать! Пантелей мӑкӑртатрӗ-мӑкӑртатрӗ, Егорушка итлени-итлеменни ӑна пач пӑлхантармарӗ. Чӗри кӑртлатса тапать, сиксе тухас пек, ӑшчикӗ, темскер хыпса илнӗн ҫунать. Мӗн чухлӗ ытларах шухӑшлатӑн, вӑл маншӑн ҫавӑн чухлӗ тӗлӗнтермӗш ҫын пек, ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пек туйӑнатчӗ. — Монтанелли? — терӗ ун хыҫҫӑн Джемма. Ҫапах нумайӑшӗ, гарнизон паттӑрлӑхне тата васкавлӑхне ытларах кӑтартнӑ пулсан, пӗр-ик теҫетке тискер вӑрӑ вырӑнтах выртса юлатчӗ тесе ҫирӗппӗнех шутларӗҫ пулӗ. — «Нимӗн те пулман-ҫке». — Эпӗ тавлашмастӑп — килӗштермелле калать Уҫӑлӗ. — Ҫапла, йӗкӗт! Иртнӗ пурнӑҫ асаилӗвӗсен ҫаврӑмӗ мӗн тери тӗксӗмрех курӑнать, хальхи кунсен ҫутӑ та таса ӗлки ҫавӑн чухлӗ уҫӑмлӑрах тухса тарать, малашлӑхӑн илӗртӳллӗ тӗсӗсем те ҫавӑн чухлех ӳсеҫҫӗ. Хӑвна ху курайми тӑвасчӗ. Том грифельпе ҫырмалли доска ҫине: «Тархасшӑн, илӗр, манӑн тата пур», — тесе чӗркелерӗ. Эп чӗнмерӗм. Ҫак вӑхӑтра пӳлӗме Анна Васильевна кӗчӗ те — калаҫу вӗҫленчӗ. Хуларан Мария Деренкова пырса кайрӗ, анчах эпӗ унӑн куҫӗсенче мана малтан иментернӗ ҫулӑма кураймарӑм, — унӑн куҫӗсем мана хӑй илемлӗ пулнӑ пирки хӑйне телейлӗ тесе шутлакан тата хӑйне пысӑк, сухаллӑ ҫын савнӑшӑн хӗпӗртекен хӗр куҫӗсем пек туйӑнчӗҫ. — Вӗсем путех, — тенӗ Хура Урасем, — Хӗрлӗ Курткӑсемпе Вӑрӑм Ҫӗҫӗсем пулмалла. — Пулнӑ, тахҫанах, питӗ тахҫанах пулнӑ. Эсӗ ӗнтӗ, кӑвакарчӑнӑм, чунӑм, тӗрекленсе ҫитиччен вӗсем патӗнче пӗр-икӗ ҫул тӳссе пурӑнсамччӗ! Мина старике хӑйне майлӑ «авалхи палӑк» темелле, Болгарире тахҫан, келейнӑй шкулсем уҫса, псалтирпе часослов вулама вӗрентекен чи малтанхи учительсенчен вилмесӗр юлнӑ тӗпренчӗкӗ темелле. — Манӑн ҫемье — ҫичӗ ҫулхи пӗр ывӑл ҫеҫ. Ӑна чӗри вӑйсӑр пирки эмел парса ҫывратма юраманни ҫинчен, операцие вырӑнти наркозпа ҫеҫ тумалла пуласси ҫинчен каласан та, вӑл пуҫӗпе кӑна сулса илчӗ. Арҫын ачасем кирлӗ! Тепӗр кун каҫхине, библиотекӑна кайнӑ май, Корчагин Катюшӑна тӗл пулчӗ. Ҫак вӑхӑтра рабочисем вӑранаҫҫӗ, вӗсем, саркаланса выртакан пысӑк кӗлеткене курса, пӗр-пӗрне асӑрхаттараҫҫӗ: — Кунта! Ӗҫсем унта епле пулса иртни Воропаев куҫӗ умне уҫҫӑнах тухса тӑчӗ. — Эсӗ уншӑн мӗн илес тетӗн? Чӗркуҫҫирен аяларах татнӑ урисене ҫӗклесе хуҫлатнӑ чух, вӗсем ҫав тери ыратрӗҫ. Эпӗ вӗсене пӗр пӑлханмасӑрах вулаймастӑп. Манӑн чун-чӗрем ҫурҫӗреллех туртӑнатчӗ. — Дэвис унтан кая мар пулнӑ, теҫҫӗ, — терӗ Сильвер. — Паганель яланхи пекех ӳстерсе калаҫать. Дмитрий Андреевич хӑйӗн Ванюшӗ ҫине пӑхса илчӗ. Хӑш чухне эпӗ парӑс карса яраттӑм та дамӑсем хӑйсен веерӗсемпе авӑсса ҫил кӑларатчӗҫ. Вӗсем ывӑнса ҫитсен, ман парӑса пажсем вӗрме тытӑнатчӗҫ, хам эпӗ ҫав вӑхӑтра парӑссене тӗрлӗ майлӑ тытса, ҫиле хирӗҫ е хӑяккӑн пит ӑстан ҫӳреттӗм. Вӑл хӑйӑ ҫутмарӗ — ҫутӑ кирлех пулман. Ҫук, ӑна епле ҫырнӑ ҫаплипех, пичче каласа кӑтартнӑ майпах ирӗккӗн вуласа тухма май килнӗ. Кайӑр, эсир те пуринчен те кулакан ҫын пулмалла. Ҫакӑ ҫеҫ. Анчах тата эпӗ ҫакна та пӗлетӗп: эсӗ — Вудли Пойндекстер, эпӗ — санӑн хӗр пулатӑп. Хуҫа хӑйӗн хӗрӗх ҫулхи юлташне питӗнчен ачашшӑн чуптунӑ та, хӑнасем ырӑ Луизӑн сывлӑхӗшӗн шавласа ӗҫнӗ. Ҫавӑнпа та никам пырса тӗкӗнмен туземецсен масарӗсем кунсерен сайралса пыраҫҫӗ. Уэлдон миссиспа Дик Сэнд, негрсем ҫавӑнтах ҫӗр хӑвӑлӗнчен чупса тухрӗҫ. Нумай кисрентернӗ хыҫҫӑн ҫуран утни вӗсене чӑнах та килӗшрӗ. Сана калатӑп, факт! — кӑшкӑрса каларӗ Давыдов, вӑкӑрӗсене ӳрӗк-сӳрӗккӗн тӑварса таракан Атаманчукова. Вӑл савӑнӑҫлӑ, янӑравлӑ тенорпа авӑтса ярать, ҫамрӑк, службӑра хытӑ тӑрӑшакан ротӑ командирӗ пекех; ӑна хирӗҫ Агафон Дубцов кил картинчен хулӑн саслӑ автан полковник баритонӗпе сасӑ парать; унтан пӗтӗм хутор ҫинче пилӗк минут хушши автансен сасси пӗр чарӑнми кӗрлесе тӑрать, пуринчен кайран вара, ыйхӑ тӗлӗшпе мӑкӑртатса, кашта ҫинче ҫуначӗсене хӑватлӑн ҫапса, Майданниковсен хӗрлӗ те мӑнтӑр автанӗ — хуторти чи ватӑ автан генералӑн тытӑннӑ сасӑллӑ хӑйӑлти басӗпе хӑлхана ҫурас пек янӑратать. Эпӗ сире хамӑр пата чӗннӗ те пулӑттӑм та, анчах, пӗлетӗр-и… — Боливи сӗрӗ ҫинче чурасем ҫук. — Эсӗ тӗлӗкри пекех пурӑнатӑн, Макар! — терӗ Давыдов кӑмӑлсӑррӑн. Вӑл ирӗксӗрех яла тавӑрӑннӑ та, чылай вӑхӑт ӗҫсӗр ирттернӗ хыҫҫӑн, хуҫалӑхра улшӑнусем тӑвас енӗпе ӗҫлеме тытӑннӑ. — Раксене салам калӑр! — кӑшкӑрнӑ Фома. Корсет чӑрмантарнине тата ҫӗҫӗ ӳт ӑшне кӗнине аса илтӗм те, манӑн ҫурӑм тӑрӑх сивӗ чупса иртрӗ. — Анчах эсир вӗлернӗ ҫынна йывӑр пулман-и-мӗн? — Эпӗ вӗлернӗ ҫынна… Ҫаксем ҫинчен пӗлтерсе, хама чура вырӑнӗнче тытса, пуҫ таятӑп. — Акӑ, пӗтрӗ те ман пурнӑҫ, — терӗ вӑл хуллен. — Ну, мӗн? — тенӗ Ваҫили Андрейч. Эсӗ ху кунта епле килсе ҫаклантӑн? Огнянов хӑй сӑмахӗпе хӗре сивӗтме пултарасса тавҫӑрчӗ. Тӗлӗнмелле чипер хӗрӗн тӗксӗмрех сӑн-пичӗ улшӑнса кайрӗ. Паян ют ҫын, ыран, хам кӑмӑл тӑвас тесен, манӑн пулать, — тесе кулса ячӗ те, чупса пырса кровать ҫине тӳнсе кайрӗ. Ҫак пур хурахсем те пӗр-пӗрне тӑватӑ уйӑх курмасӑр тӑнӑ хыҫҫӑн тӗл пулнипе пит савӑннӑ иккен. Ку вара, тилӗ пек, чееленсе тем те юптарма пултарать, — ан та иккӗленӗр! — терӗ Николай Недкович, ҫийӗнчи ҫӳхе рясине хывса, ӑна Геновева ашшӗ рольне вылямашкӑн Димчо пуп парса янӑ пулнӑ. Эпӗ хам та ҫавӑн пекех шутланӑччӗ… Турӑ ҫырнинче те каланӑ-ҫке: «Тусӗсемшӗн хӑйӗн пурнӑҫне панӑ…» — тенӗ. — Аким мучи чышкине ҫапса илчӗ те Ванюшкӑна васкатма тытӑнчӗ: — Ну, ну, малалла мӗн пулнӑ вара? Ун чухне вырӑс дворянӗсем хушшинче Польша влиянийӗ палӑра пуҫланӑ. Шыва кӗрсе тухнӑ хыҫҫӑн вӑл Устиновича каснӑ вӑрмантан инҫех мар, пӗр хуҫӑлса аннӑ юман патӗнче тупрӗ. Анчах хӑйсем чӗнсе янӑ ҫырӑва хирӗҫ лешӗнчен нимӗн ӑссӑр ҫырнӑ ҫыру илсессӗн, Ненарадовӑри помещиксем тем пекех тӗлӗнсе кайнӑ. Ҫурма ҫула ҫитсен, тӗлӗрсе пыракан Давыдов вӑранчӗ те тӳсеймесӗр хыттӑн ыйтрӗ: — Мӗн эс, Иван пичче, ярмаркӑна чӳлмек леҫместӗн пулӗ-ҫке? — Унпа курнӑҫма май килмерӗ манӑн. Иккӗмӗшӗ, эсӗ пирӗн тӑшмансене, вӗсем кунта тапӑра тӑнӑ пулин те, кайма ирӗк патӑн. Пӳрт умӗпе пӗр ушкӑн салтак утса иртрӗ. Тен, мӗскӗне пулӑшу кирлӗ пулӗ, тен, вӑл инкеке лекнӗ? Кун пек каланӑшӑн кӳренсех кайрӗ вӑл ман ҫине: «Ҫук, — тет, — темле укҫа парсан та, ним тусан та сутас ҫукчӗ-вӑл! Вӑл картиш урлӑ «офицерсен номерӗсем» текен пӳлӗме уттарчӗ, — унта яланах ҫӑвӑнмалли пулаканччӗ. Эпӗ ӑна паллатӑп: вӑл манран виҫӗм ҫулах ҫӗр червонец илнӗччӗ; эпӗ кивҫен панӑ укҫана илме кӗнӗ пек, ун хыҫҫӑн утрӑм, вӗсемпе пӗрлех хулана кӗрсе кайрӑм». Эсӗ хут пӗлменлӗхе пӗтӗмпех пӗтерни акӑ мӗне пӗлтерет! — Гина, сан шутупа, эппин, хӑта начар тӑвать-и? Эсир, шӑпӑрлансем, ҫакӑн чухлӗ чӑрмав туса патӑр-и пире валли, пурин пуҫне те ҫавӑртӑр, пурне те вилесле хӑратрӑр! Мана мачта ҫумне пӑталаса хунӑ кинжал, хӗртнӗ тимӗр пек пӗҫерет. Анчах ыратни мана хӑратмарӗ, — кун пек ыратнине эпӗ пӗр йӑнӑшмасӑрах тӳссе ирттерме пултарӑттӑм. Мана, хам ҫак рея ҫинчен симӗсӗн курӑнакан лӑпкӑ шыва, боцман вилли выртакан тӗле, татӑлса анас шухӑш хӑратрӗ. Ҫул ҫинче ӑна пӗрер, виҫшер пӑшал йӑтса пыракан ҫынсем нумайран нумай хирӗҫ пула пуҫларӗҫ. Ун пирки мар-ха ӗҫ, акӑ мӗн ҫинчен калаҫассӑм пур: пуҫлӑхсем сисеҫҫӗ, анчах кӑтартса паракан сӑлтавсем ҫук, ҫапах та эпӗ сире асӑрхансарах тӑма сӗнетӗп. Вӑл хальхи ученӑйсем ҫине тӑрсах хӳтӗлекен ҫӗр туртӑмӗн теорине те ҫавнашкалах пулассине кӑтартса пачӗ. — Халь дон Мигуэль Диаз, — тесе кӑшкӑрса ячӗ Исидора, лашине ҫавӑрса, — мана урӑх ан юнӑр. Эшелонсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн капланса лараҫҫӗ, ун пек чухне вокзалсем лӑках тулса лараҫҫӗ, ҫул тӑрӑх поездсем йӗркеллӗн ҫӳресси пӑсӑлса каять, мӗншӗн тесен пӗр пушӑ ҫул та юлмасть. — Вӑл мӑнкӑмӑллӑ мар-и? — Вӑл-и? — Вӑл пулман пулсан, хаклӑ Флоринда, эпир нихӑш те ҫакӑнта пулас ҫукчӗ пулӗ. Ун чухне вӗсем пуртех те: «Мӗн тӗлӗнмелли пур, ара, кунта? — тейӗҫ ахӑртнех. Пире Лурипе иксӗмӗре тав турӗҫ, тухтӑра Ненецсен национальнӑй округӗ хисеплӗ грамота пачӗ. Эпӗ ачасем патне пытӑм. — Ҫавӑн пек пурнӑҫ! Ним те ӑнланмастӑп эпӗ ку ӗҫре!» Вӑл хӑш-пӗр чечеке кураймасть — вӗсем хурт-кӑпшанкӑ, ҫеҫки ӑшне хупса, хӑйсен наркӑмӑшлӑ сӗткенӗпе вӗлереҫҫӗ. Акӑ Елена ҫав тери йывӑр сӑмахсемпе ҫырать, ӑнланма та ҫук. — Мӗн каласшӑн эсир кунпа? — ыйтрӑм эпӗ. — Кайма пултарнӑ таран малалла! — тесе хушрӗ механике Джон Мангльс. Алӑкне тӗкӗлесе хунӑ пулсан та, вӑл тин ҫеҫ курнӑ хӑрушӑ япаларан хӳтлӗх пулма пултарӗ-и вара? Ҫук, малтан сӑмах татнӑ пек, кунтах кӗтсе тӑрӑпӑр. — Хӗвелӗмҫӗм! — чӗре тӗпӗнчи ачашлӑхпа каларӗ Олеся. — Пӗр сӑмахусемшӗнех тавтапуҫ ӗнтӗ сана… Ҫиччӗмӗш каҫ ӗнтӗ, анчах вӑхӑчӗ темиҫе уйӑх иртнӗ пек туйӑнать, выртма хытӑ, ыратни чарӑнмасть. Кладовӑйра халь виҫҫӗн ҫеҫ. Манӑн куҫсем лайӑх кураҫҫӗ, анчах эпӗ инҫетелле тем пек тӗллесе пӑхсан та, ниҫта нимле кипарис таврашӗ те тупаймарӑм. Эх, салтаксем! Анчах «Дунканпа» тӗл пулас марччӗ. Чунра питӗ лайӑхчӗ, лӑпкӑччӗ. — Эсӗ мӗн мана хутӑштаратӑн? — мӑкӑртатса илчӗ Берсенев. Вунултӑ пин ҫурӑ хӗҫ, вунултӑ пин ҫурӑ ҫеҫенхир шӑрӑхӗпе пиҫнӗ боецсем. — Халех, самантрах хатӗр пулать, — терӗ дама, — Марья Кириловна, тӑрӑр, пӑхкаласа илӗр; лайӑх-и? Апла-тӑк тухтӑра пӗлтер, хӑвӑртрах! Пӗррехинче, Берсенев, ӑшшӑн кулкаласа, ӑна тухтӑр Инсарова котлет ҫиме ирӗк пани ҫинчен, вӑл, тен, часах тухкаласа ҫӳреме пултарасси ҫинчен пӗлтерчӗ, — Елена шухӑша кайса пуҫне чикрӗ… Кун пек калаҫу — ӑҫтиҫук анчах вӑл. Ҫывӑрмасӑр ҫӗр ирттернӗ хыҫҫӑн боецсемпе командирсем нумайӑшӗ палаткӑсемпе блиндажсенче тӗлӗрсе лараҫҫӗ. Марьяна пырса ҫитсен, пурте шӑпланчӗҫ. Унӑн сасси лӑпкӑн, тикӗссӗн янӑрарӗ. Мӗнле обоз пыни курӑнман пулин татахчӗ! Чӳречесене хирӗҫ стенана вара «ӳкерчӗк галерейӗ» темелле. Ҫавӑнтах манран илнӗ булкӑсене вӑл кӗтесре тӑракан диван ҫине ывӑтрӗ. Императорӑн хуларан ҫӗр ярдри паркӗнче эпӗ хуҫмалла ҫӗҫӗпе чи шултра йывӑҫсене суйласа темиҫе йывӑҫ касрӑм та вӗсенчен мана йӑтма пултаракан, виҫшер фут ҫӳлӗш икӗ пукан турӑм. — Малалла итле, — терӗ старик. Пӗр ҫивиттирен явнӑ ҫак вӑрӑм вӗрен хӗрӗх кукӑль ӑшӗ тума та, унсӑр пуҫне яшка пӗҫерме те, кӑлпасси тума та, темӗн тума та ҫитетчӗ пуль. Елена пуҫне сулчӗ. Эсир кунта куҫрӑр-и? Цивилизаци пӗтмӗшне ылтӑн ӗмӗр калпакӗпе витетпӗр. Татариновӑн юлашки ҫырӑвӗсем ытти хутсенчен лайӑхрах упранса юлнӑччӗ, докуменчӗсем вара пӗр-пӗринпе хӗстерсе хунӑ хут купи пек выртатчӗҫ, вӗсене вахта журналӗ майне кӳме те, карттӑсемпе уйрӑмӑн ӳкере-ӳкере илнине чухлама та пӗр хам тӗллӗн ҫеҫ пултараймарӑм эпӗ. Ҫук, ку шуйттан мар! Тата темиҫе секунд иртсессӗн, вӑл сасартӑк сиксе тӑчӗ те аллисемпе стенана чаваласа, ҫӳҫентерсе ямаллах ҫапла калама пуҫларӗ: — Эпӗ хӑратӑп… — Тупӑнаҫҫӗ! Йӗнерӗ мӑйӗ ҫинех куҫса ларнӑ, татӑлса кайнӑ ӑмӑрлӑх чӗнӗсем ҫӗре ҫити усӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсем лаша чӗрнисен хура-хӑмӑр ҫаврашкисене перӗнкелесе илеҫҫӗ. Эпир, тӳрех калатӑп сире, хамӑр та ун ҫинчен шутланӑ, анчах ниепле те алӑсем ҫитеймерӗҫ. «Ав мӗншӗн киле таврӑнмарӗ вӑл», — шухӑшларӗ Павел. Вӑл ним чухлӗ те ҫав салхулӑ та ывӑннӑ Джонни пек пулман. Этемсем ҫинчен шутлама тытӑнсан вара, пурне те шел туйӑнса каять. — Мухтав турра, ma tante, ҫитӗнеҫҫӗ, вӗренеҫҫӗ, ашкӑнаҫҫӗ… уйрӑмах Этьен — асли, ҫав тери шухӑланса кайрӗ, ним йӗрки те ҫук; ун вырӑнне ӑслӑ хӑй — un garson, gui promet. — «Апла пулсан, мана хӑвӑн кӗпӳне сут!» Вӑл сана ахаль те ҫителӗклех аван пӗлет! Хӗр ҫийӗнчех ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ватӑраххин кӑкӑрӗ ҫинче хӗрлӗ лента. — Ӗҫлес пирки мӗнле пулать вара? — чӗтренӗ сассипе ыйтрӗ амӑшӗ. — Хӑвӑртрах ҫитесчӗ! — пӑшӑлтатать вӑл. Юлашкинчен вӑл чӑтса тӑраймарӗ: «Кала, кам эсӗ? Халӑх ӑна питӗнчи ҫӗршер куҫпа тинкерсе пӑхрӗ, унӑн сӑмахӗсене ҫӑта-ҫӑта илчӗ. Китайра унпа пӗрле ӗҫленӗ миссионерсене нумай тӗл пулкаланӑ эпӗ. Вӗсем унӑн хастарлӑхӗнчен, йывӑр вӑхӑтсенче вӑл пысӑк паттӑрлӑх кӑтартни ҫинчен, унӑн арканми шанчӑкӗсенчен калама ҫук тӗлӗнетчӗҫ. Ах, эсремет! — Анчах ӑна, тен, хуҫма та май ҫук? Вӑл — ман ӗҫ мар. — Эпӗ вара нумайӑшне кураймастӑп. Вӑл, паллах, музыка енӗпе арӑмран чылай вӑйлӑрахчӗ. Ку манӑн пӗрремӗш… ҫук, иккӗмӗш юрату пулнӑччӗ. Говэнпа Гешан хӑйсен ҫыннисене башньӑна тапӑнма стенана ватса тунӑ шӑтӑк витӗр илсе кайнӑ вӑхӑтра, Симурден авӑрласа лартнӑ ултӑ тупӑ патӗнче тӑрса, кӗпере тата канава лайӑх сӑнаса тӑмалла пулнӑ. Тен, ҫӗрӗпех пӗр чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн халӗ ирхине вӑл, хӑйӗн шухӑшӗсем килте е килте маррине тӗрӗслесшӗн пулса, юри ҫапла сасӑпа калаҫрӗ? Пурте ӗнтӗ халь вӑл юратакан питӗ телейлӗ, тунсӑх таранччен телейлӗ этем пулнине ӑнланса илчӗҫ; вӑл мӗнле кулкалани, пӑхни, хускалкалани — пурте-пурте халтан яракан телей ҫинчен каларӗҫ. — Лайӑхах ҫитет, — ответлерӗ Джордж. Мигунпа Кукушкин мирлӗнех пӗр паллӑ мар ыйтӑва татма тӑрӑшрӗҫ: кам ыраттармалларах хӗнет — купец-и, улпут-и? Вӗҫсе кайни Заполярьенчен вӗҫсе тухса ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ еннелле ҫул тытнӑ чухне акӑ кам-кам пулнӑ пирӗн самолет ҫинче: тӗксӗм кантӑклӑ куҫлӑх тӑхӑннӑ тухтӑр, куҫлӑхӗ вара унӑн сӑнне тӗлӗнмеллипех улӑштарнӑ, вӑл хӑвӑртрах ҫитес ҫӗре ҫитсе ӳкесшӗн ҫунни палӑрать, тетри — манӑн бортмеханик — Лури, ӑна пӗтӗм Заполярье пӗлет темелле, ҫук пӗр унта ҫеҫ те мар, вӑл пӗр-пӗр ҫӗрте виҫ-тӑватӑ кунлӑха чарӑнсанах ӑна пурте пӗлсе ҫитеҫҫӗ, тепри вара эпӗ. Серёжа малтан шикленни тӗрӗсех пулчӗ. Сӑмах унӑн ниепле те тухмасть. «Эхе! — шутларӗ вӑл йӗри-тавра пӑхса, — вырӑн ӑмсанмаллах мар». Ҫакӑн пек япаласем ҫакса тултарнипе кунти пуянсем ҫын куҫӗ умне ураланнӑ бриллиант куҫлӑ табак пуракки пек тухса тӑраҫҫӗ. Пӗчӗкҫӗ кӳлӗпе хула хушшине протестансен стилӗпе тунӑ чиркӳ курӑнать, ӑна вулкан сирпӗтсе кӑларнӑ хӗрнӗ чулсенчен купаласа тунӑ. Вӑйлӑ ҫил вӗрнӗ вӑхӑтра унӑн хӗрлӗ черепицӑллӑ ҫивиттийӗ саланса каяссӑнах туйӑнать. — Курӑк хушшинче халӗ тупассинчен ҫухатасси ҫӑмӑлтарах, — терӗ Диц, ирсӗррӗн кулса ярса. Хӑв хутора таврӑнсанах кала ӑна, вӑл тем пулсан та паянах мана ҫакӑнта ҫимелли илсе килсе патӑр. Венӑри музыкантсем дивизи оркестрӗсенчи капельмейстерсенчен нотӑсем ҫыра-ҫыра илеҫҫӗ. Пӑхма та хӑрушӑ вӗсем ҫине. Ун кӑмӑллӑ, уҫӑ сӑн-пичӗ тӑрӑх кӳреннине палӑртакан тӗс шуса иртрӗ. Ҫакна итлеме те кулӑшла! Хӗр унӑн аллинчен вӗҫерӗнме тӑчӗ, аяккалла туртӑнчӗ. Сана валли хуларан ботинка илсе килнӗ, кай, виҫсе пӑх вӗсене: санӑн киввисем пӗтӗмпех ҫӗтӗлсе ҫитнине ӗнерех асӑрхарӑм. — Ах, тур-тур! — Шуйттан патне! Эй турӑ, эсӗ чухӑнсемшӗн сахал тӑрӑшатӑн, чухӑн ҫыншӑн кӑмпа та тутлӑ апат-ҫимӗҫ! Ачасем, ура ҫине тӑрса, пӑт-паттӑн саламларӗҫ, Давыдов вара, хӗр ҫине пӑхса ҫавӑнтах ҫапла шухӑшласа илчӗ: «Эпӗ шкулшӑн тӑрӑшакан нумай укҫаллӑ хыт кукар пек… Акӑ учителька та хӑраса ӳкрӗ, пичӗ хӗрелет. Тӑванӗ чухӑн пулӑҫ ҫемйинчен имӗш. Николай Антоныч пулӑшман пулсан вӑл, хӑй ашшӗ-аслашшӗ пек, унччен ҫичӗ сыпӑк мӗнле пурӑннӑ, ҫавсем пекех пулӑ тытса ҫеҫ пурӑннӑ пулӗччӗ. — «Жадрино инҫе-и?» Ҫав самантрах Тӑсланкӑ Джон хӑйӗн пистолечӗн икӗ кӗпҫинчен те, шӑтӑкран упаленсе тухма хӑтланакан Мерри ҫине персе ячӗ. Мерри, вилсе кайнӑ май, хӑйне вӗлерекене питӗнчен пӑхрӗ. — Джордж, халӗ эпир татӑлтӑмӑр пулӗ, тесе шутлатӑп, — терӗ Сильвер. Вара Аэлита плащ айӗнчен пӗчӗк улла туртса кӑларчӗ, вырнаҫрӗ те — ҫӗкленчӗк чӗр куҫҫинчен чавсипе тӗревленсе хӗлӗхсене хускатма пикенчӗ. — Ҫук, тавах сире, ӗҫместӗп. — Мӗн пулчӗ? Эпӗ ун ҫине ним чӗнмесӗр пӑхатӑп, унӑн илемлӗ пичӗ ачалла мар салху сӑнлӑ пулнине пӗрремӗш хут курса тӗлӗнетӗп. — Аркадий ӗнер манпа темскер пытарса калаҫрӗ, анчах сирӗн ҫинчен те, йӑмӑкӑр ҫинчен те нимӗскер те каламарӗ… Тӑрлавсӑр вӑйӑ, картла кирек епле выляни те — тӑрлавсӑр япала. — Эппин, Гаррис, — терӗ Негоро, — тата шаларах илсе кӗме май пулмарӗ сан Сэнд капитанӑн отрядне — ҫапла чӗнеҫҫӗ вӗт вӗсем ҫав вунпилӗк ҫулхи ачана? Унтан ҫав листоксем курӑнма пуҫларӗҫ. — Здравствуйте, доктор! «Ку сахал», — терӗ Том. «Тирӗксене пурпӗр никам та курмасть, — терӗм эпӗ, — мӗншӗн тесен вӗсене Джим кантӑкран ывӑтсан, хытхура хушшине ӳкеҫҫӗ — эпир вӗсене каллех пуҫтарса паратпӑр та вӑл татах вӗсем ҫинех ҫырать». — Эпӗ унӑн эрех нӳхрепӗ те пур тенине илтнӗччӗ. — Хитре сасӑллӑ… Хам мӗн тунине пӗлмесӗр пусма тӑрӑх ванчӑк ҫийӗн пирвайхи площадкӑна улӑхрӑм. Эпӗ сирӗн шухӑшпа килӗшетӗп. Ахаль чухнехи пек мар ҫӑмӑллӑн, чунӗ ҫунат хушнӑ пек, Андрей самантрах бруствер умне яштах тӑсӑлса тӑчӗ. Пур кирпӗчне те тата вӗсен хушшинчи ҫурӑкӗсене те шухӑшра темиҫе пин хут та шутласа тухнӑ пулӗ, вӗсен ытла илемсӗр тӗррин йывӑр каррийӗ тӑн-пуҫра ӗмӗрлӗхех выртса юлнӑ пулӗ. Вӑл апчху турӗ те малалла каларӗ: — Ялсенче те арестлеҫҫӗ… — Ну, мӗн калӑн? — штаб начальникӗ еннелле ҫаврӑнса ыйтрӗ вӑл. Ман урасенче ревматизмӑ, салтаксене вӗрентнӗ ҫӗрти пек темиҫе хут ларма-тӑма ҫамрӑк ҫын мар эпӗ. Старике Исидора пит чӗрӗ те савӑк пулни кӑмӑла килнӗ, тата вӑл хӑй те салху ҫынах пулман. Светлана ҫутӑра ылттӑн тӗспе йӑлтӑртатакан тӑватӑ черкке лартнӑ поднос илсе кӗчӗ те, Широкогоров хӑйӗн черккине, чечек тытнӑ пек асӑрханса, чи малтан пичӗ патне илсе пычӗ. Апатне сахалтарах ҫийӗ. Хӗрӗ-хӗрарӑмӗ пӳрте кӗре-кӗре пытанчӗ, ачисем таҫта кайса кӗчӗҫ, хӑра пӗлмен Марко вара ҫав тӗттӗм кӗтесселле пӑхса илчӗ те пӳртне чупса кӗчӗ. Кӑштах тӑрсан, витене ҫывӑх алӑкран васкаса тухрӗ. Аллине хӑй икӗ пистолет тытнӑ. — Питӗ простой! Унтан, хайӗн тӗссӗрленнӗ сивӗ куҫӗсемпе мана куҫранах тӳррӗн пӑхса, ҫилӗллӗн чашкӑрчӗ: — Мӗн? Вӑййӑн вӗҫне тухрӑн-и, кӑвакарчӑн? — Итлесем, асанне, — хирӗҫлерӗм эпӗ сиввӗн, — вӑхӑт мар халь хисеплешме те питлешме. Пачах урӑхла, ку сӑмахсене Капустин ҫар ҫынни пек мар, мирлӗн каларӗ, анчах Мересьев ӑна итлерӗ те, пӑлхавлӑн ҫӗкленсе, хӑй койки ҫумнех тӑсӑлса тӑчӗ. Куратӑн-и, шоколадне те пулин чиксе янӑ, мӗне кирлӗ-ши ӗнтӗ вӑл мана? Эпӗ те акӑ, мӗн пулать те мӗн килет тесе, персе ятӑм; пульӑ Казбича хул пуҫҫинчен лекрӗ пулас, мӗншӗн тесен вӑл аллине сасартӑк антарчӗ… Вӑл инҫетре аран ҫеҫ курӑнакан вӑрман ҫинелле куҫне илмесӗр пӑхать. Халь каяймасан, халиччен куркаланӑ ҫынсем пек, хӑй пӗтме пултарассине аван сисет вал. Пӗррехинче Марыся порта аран-аран утса ҫитрӗ. Кӳлӗ еннелле сип-симӗс тӑрнасем вӗҫсе ҫухалчӗҫ. Темиҫе минутранах вӑл сӑрт тӑррине улӑхса ҫитрӗ. Эпӗ ӑна хавасах тунӑ пулӑттӑм, анчах мӗнле тумаллине пӗлместӗп. Каллех ҫӳретӗп, туртатӑп, ирхи апат ҫинӗ чухне шур эрех те, хӗрлине те ӗҫетӗп, вара хам сисмесӗрех хамӑн ухмахла та киревсӗр пурнӑҫ ҫинчен манса каятӑп. Ялан тӑрмашакан, сиккелесе ҫӳрекен Алексей тетӗшӗ те — кулӑшла; унӑн Государство думине лекес килет, ҫавӑншӑн вӑл хаҫатсене ҫӑткӑнлансах вулать, хулара пуринпе те юри ачаш пулса кайрӗ, ватӑ та аскӑнчӑк хӗрарӑм пек, фабрикӑри рабочисемпе йӑпӑлтатать. Унӑн пит-куҫӗнче хӑранисӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫукчӗ. Лешсем Токарев патнелле утрӗҫ. — Вутӑ паратӑп, анчах ахаль мар. Нимӗҫсем патӗнче ҫав териех тӑрӑшса ӗҫлени ҫинчен пӗлсен, партизансем ӑна хӗрхенсе тӑрас ҫук. Тӗттӗм пулнӑ май, пӗтӗм тавралӑх тӗлӗнмелле шӑпланса тӑчӗ, ҫак шӑплӑхра тури кӗрленкӗсем кӑна пӗр чарӑнми шавлаҫҫӗ. Ich bin nicht zu Hause? Неrr Р… Амӑшӗпе Николай, чӳрече патне пырса, хӗр килхушшипе утса тухса хапхара ҫухалнине пӑхса тӑчӗҫ. Пӗррехинче ҫеҫ, ҫамрӑк ҫӑка ҫине пырса тӑрӑнсан, шухӑша кайрӗ: ӑна ӗнерхи ҫавраҫил хуҫса пӑрахнӑ пулмалла. Ҫур сехет те иртмен, унӑн чӗри йӑшкама пуҫланӑ, вӑл ниҫта ларма-тӑма пӗлми пулса ҫитнӗ, вара, тӳсеймесӗр, чиркӗве кӗлӗ тунӑ ҫӗре кайса пӑхнӑ. Ху мӗнле пурӑннине кала хӑть! Анчах та вӑл шӑлӗсене шӑтӑртаттарса ҫеҫ илчӗ. Халӑх хушшинчен старикӗн пит пысӑк кӗлетки курӑнса каять; сеттльментри чи аван сунарҫӑна пурте лайӑх пӗлсе тӑраҫҫӗ. Каҫхине, килхушшинчи вутӑ купи ҫинче ларнӑ чух, эпӗ хамӑн асанне ҫинчен, вӑл епле ырӑ чӗреллӗ, пур ҫыншӑн та амӑшӗ пек пулни ҫинчен кама та пулин ҫав тери каласа парас килнине туйрӑм. Кунта лайӑх ҫынсем тупрӑм, — сирӗн ывӑла тата ыттисене те. — Мӗн тума кирлӗ-ха пире ку, Бенедикт мистер? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Отряд татах малалла уттарчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл аялалла темиҫе татӑк алмаз пӑрахнӑ та вӗсене пурне те башня хӑй патнелле туртса илнине курнӑ. Полкӑн команднӑй пункчӗ пӗр самантрах хӗвӗшме тытӑнчӗ. «Турӑҫӑм, мӗн туса хутӑм эпӗ! Кунта вӑл Хӗллехи Юрӑҫӑпа куҫа-куҫӑнах тӗл пулчӗ, леш ҫав хушӑра хӗҫне пӑрахма ӗлкӗрнӗ те халӗ кашни аллинчех пӗрер пистолет тытса тӑрать. Ачисем ура ҫине тӑчӗҫ те тухса кайрӗҫ, ашшӗ вӗсем хыҫҫӑн кӳренсе, тӗлӗнсе пӑхса юлчӗ; мӗнле-ха вара — вӗсен ӑна нимӗн каламалли те ҫук-и? Эсир мана хӑратса пӑрахрӑр. Ҫапах та асӑрхаттарса хӑварасах пулать: Бенедикт пичче кахал та мар, ӗҫсӗр ҫапкаланчӑк та мар. — … Виҫӗмкун Ракитинӑна парти кандидатне илчӗҫ. Алӑкран Николай кӗрсе тӑчӗ. — Ҫак минутра ҫеҫ килчӗ те, хӑй ҫинчен Анна Сергеевнӑна пӗлтерме хушмарӗ, тӳрех сирӗн пата илсе кайма хушрӗ. Эпӗ хӑранипе хам сӑмахсемшӗн хам: ӳкӗнсе пӑрахрӑм. Ҫавӑн пекех вӑл тата хӑранипе шап-шурӑ шуралса кайнӑ виҫӗ ачан сӑн-питне те ҫутатрӗ. Хӑш-пӗр чухне тимӗр савӑт-сапа сапламалли ӗҫ тупӑнатчӗ — эпӗ аван лудильщик — е мӗнле те пулсан вак-тӗвек ӗҫ тума тӳрӗ килетчӗ. Хӑш-пӗр чухне мана сысна вити тасатма хушатчӗҫ, хӑш-пӗр чухне тата… калама та кирлӗ мар ӗнтӗ… Кӳренмелле япала ку. Хӑйне ӑна укӑлча хапхи хыҫне илсе тухрӗҫ те пӗрех пачӗҫ ӗнсерен. Майра-патшан тӗттӗм куҫ харшисем туртӑнса пӗркеленсе илнӗ, симӗс вӑрӑм куҫӗсем унӑн, хӑрушӑ шухӑша пула, сасартӑк тӗксӗмленсе ларнӑ. Ҫепӗҫ тӗлпулу хыҫҫӑн килне тавӑрӑнсан, Кирсанов хӑй чӗринче пачах ӑнӑҫсӑр ӗҫ хыҫҫӑн касакан йӳҫӗ кӳренчӗклӗх пуррине пӗр хут кӑна мар туйнӑ. Анчах Артамонов ӑна ҫавӑнтах пӳлсе лартрӗ: — Кунта ҫылӑх пуррине курмастӑп эпӗ, тӑхлачӑ. Ачамсем! Эх, ылтӑн ӗмӗр!.. Софрон ассӑн сывласа илчӗ. — Анчах асту вара, ҫирӗммӗшӗнчен кая ан юл, — терӗ вӑл кулкаласа, — унсӑрӑн, шӑллӑм, мана кураймӑн та… Сӑрт ҫинчи сӑн-сӑпатсем йӑлтах ылмашӑнчӗҫ. Эсир Ноль мсьене пӗлместӗр-и? Вӑл чи юлашкинчен тапранса кайнӑ. Хутор сурӑхӗсене ҫур уйӑх пек ҫурма выҫӑ тытать те кайран вара список тӑрӑх пирӗнте шутланса тӑрать тата ҫӗр ҫинчи тӗрлӗ путсӗре — калтасемпе ҫӗленсене — хӳтлӗх парать, — пӗтӗм усси те ҫакӑ ҫеҫ унран». Ҫитменнине тата, ватӑ кӗсрене мӗнле итлес килнӗ-ха санӑн? — Начар, Кузьмич! — ӗсӗклесе илчӗ Лукерья. Эпӗ ура ҫинче ҫӳреме пуҫлани виҫӗ е тӑватӑ кун ӗнтӗ. Анчах эпӗ пӗр мильӑран ытла кайма пултарас ҫук, Том, — кайма пултарас ҫук тесе шутлатӑп эпӗ. Эпӗ шӑнса пӑсӑлнӑ. — Тӗтӗмлӗрех-и? Тум форми яланхиех. Ӑнлан эсӗ мана: тухасшӑн мар! Унта хаҫат пур… — Мӗнле пулмасть? апла мар, генерал халь акӑ каллех вышка ҫине кайрӗ. Тата темиҫе кун каймалла пулнӑ пулсан, ун ӳтне те, мӗскӗн Нэна пӑрахнӑ пек, тискер кайӑксене ҫиме пӑрахса хӑваратчӗҫ. Пӗр вунӑ ҫул каярах лекнӗ пулсан эсӗ мана ун чух урӑхла пулатчӗ… Ун чухне эпӗ санпа, контрик, ӗмӗрлӗхех калаҫса татӑлнӑ пулӑттӑм! — Ҫакна татсах калама питӗ хӗн, хаклӑ пиччем, мӗншӗн тесен ку чулсем пурте пӗр евӗрлӗ. Уҫӑп пуҫне суллакаласа калатчӗ: — Эх, эсӗ, пӗтерсе ҫитермелле мар арҫын! «Ашшӗсемпе ывӑлӗсем» хушшинче кирек мӗнле пулсан та уйрӑмлӑх пулмаллах пек шухӑшласси йӑлана кӗнӗ пирӗн. — Ара, мисс, Зеб ӗнер ирхине ҫеҫ килчӗ. Вырӑссем яланах тӑшмансенчен маларах пулаҫҫӗ. Йӑнӑшман-и эсир? Джека ҫав тери пысӑк туйӑннӑ пулсан та, хӑвӑл пит пысӑках мар, шалалла вунӑ-вуникӗ фут, сарлакӑшӗ те ҫавӑн чухлӗ ҫеҫ. Эпӗ пыни ҫинчен король ҫӗршывӗ тӑрӑх хыпар сарӑлсанах, мана курма пуянсем, ӗҫсӗр аптранисемпе тӗлӗнмелле япаласем курасшӑн ҫунаканнисем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пыра пуҫларӗҫ. Ялсем пушана-пушана юлчӗҫ, уйри ӗҫсем чарӑнса тӑчӗҫ, килти ӗҫсем йӗркерен тухрӗҫ. Его величество тӗрлӗрен ӑслӑ хушусем паман пулсан, ҫак каланисем пысӑк инкек тӑватчӗҫ пулӗ. Мана кам та кам пӗрре курнӑ, ҫавсене пурне те килӗсене часрах таврӑнма хушнӑ. Революци тараса ҫинче тӑнӑ. Старик тӑчӗ те ӑна алӑ пачӗ; Вӑл сӗннипе пӗчӗк отряд вӑрҫӑри пек йӗркеленсе тӑчӗ, пурте пӑшалсене авӑрласа тытрӗҫ: кирек мӗне те хатӗр пулмалла. Штатскисен сассисем, ӗнтӗ картишӗнчеччӗ, халсӑрланнӑ та ҫиллес хӑравҫӑлӑхпа хурлӑн, хыттӑн та макӑруллӑн кӑшкӑрашрӗҫ: — Куна эп сана пӗр нимӗнсӗр хӑвармастӑп! Эпӗ сирӗн каччӑр айӑпсӑррине ӗнентӗм. Пӗтӗмпех якалнӑ, тирпее кӗнӗ, кирлӗ ҫӗрте ҫемҫетнӗ, тӑватӑ кӗтеслӗ йывӑр янахӗ те халӗ питех тӑватӑ кӗтеслӗ мар, туллирех темелле, вӑл та кӑмӑллӑрах курӑннӑ пек. — Мӗн пулнине сиссе тавҫӑрса илме пултарни-и?» Тарласа кайнӑ пӗчӗк офицерӗ ҫине 150 тенкӗ ҫырса хунӑ пулнӑ. Яланхи пекех, вӑл питӗ лайӑх каларӗ, сасси ҫеҫ ытла кӑшкӑрарах тухрӗ. Мӗн тутуна ҫыртатӑн? Республика енне куҫнӑ пӗр-пӗр священникӗн причӗҫ чашӑкне лартмалли савӑт (дарохранительница) ӑшне кам та пулин хура кушака вӑрттӑн хупса лартнӑ та, кӗлӗ пынӑ чухне кушак кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнӑ. Цветаевӑн хытӑ аллисем хӑйӗн аллаппи ҫине выртсан, Павелӑн кӑмӑлӗ ҫитрӗ. — А-ачсе-емӗрсем, туртар давай! Ҫӗрле Атӑл ҫинче — турӑ патшалӑхӗ вӗт! Казака качча тухӑп та ача ҫуратма пуҫлӑп, хӗн-хура лекӗп. Вара эпир пӗр-пӗрине ахалех улталаса пурӑннӑ пек пулса тухрӗ. — Санӑн пиччӳне персе пӑрахнӑ пек. «Ехусем ытти выльӑхсене мар, хӑйсене ытларах кураймаҫҫӗ. Таврари сӑртсен тӑрнашкисене тата тӗтрепе витӗнсе тӑракан айлӑмсемпе Таупо кӳллин куҫкӗски пек шывӗ ҫине хӑвӑрт пӑхкаласа илчӗҫ те, вӗсем пурте Паганель йӗри-тавра унӑн проекчӗ мӗнлине пӗлесшӗн кӗпӗрленсе ларчӗҫ. «Ну, ку вара мӑшкӑл!» — ахлатса ярать Щукарь, пуҫне ҫатӑрласа тытса. — Пӗлместӗп, вӗлерчӗҫ пулмалла, — ирӗксӗртен тенӗ пекрех ответлерӗ прапорщик. — Вӑл пӗччен тухса каймарӗ. Ҫывӑхра, хӳме хыҫӗнче, хура ҫӳҫне кӗскен кастарнӑ темле ҫын ман ҫинелле йӗкӗлтевлӗн пӑхса тӑрать. Ҫыран хӗрринчен виҫӗ миль леререх чӑнах та ҫил арманӗ ҫунаттисене ҫавӑрать. Унтан Нина Капитоновна ун хутне кӗнӗ. Павел ҫурӑмӗнчен тапнине нимӗн чӗнмесӗрех ирттерсе ячӗ. Пӗччен ларма сасартӑк кичем пулса тӑчӗ те, унӑн ҫынсем хушшине тухас килсе кайрӗ, анчахрах вӑл вӗсенчен пӑрӑнса канас шухӑш тытнӑччӗ. Политика ҫинчен калаҫасшӑн ҫунакан Опанас Иванович темӗн пек ӳкӗтлерӗ пулин те, Воропаев ҫав каҫах киле тухса кайрӗ. Эпир ӑна пӗлеттӗмӗр, мӗншӗн тесен ҫав хӗрарӑм ҫӗрле пусма ҫинче тӑрса хӑйӗн шала кайнӑ, чӗтрекен сассипе епле тархасланине илтеттӗмӗр. Юрату та, вилӗм пекех, вӑйлӑ… — Тӗрӗс, саклата. Хӑйӗнпе тан ҫынсенчен вӑл нимӗн те пытарса тӑман. Акӑ халӗ те, эпӗ пӳлӗме кӗрсен, вӑл ман ҫине куҫ айӗн пӑхса илчӗ те каллех ӗҫе пикенчӗ. Ҫак империре пит тӗлӗнмелле законсемпе йӑласем пур вара. Вӗсем хам ҫуралнӑ хаклӑ тӑван ҫӗршыври законсемпе йӑласене ытла хирӗҫ пулман пулсан, эпӗ вӗсен хутне кӗрсех каланӑ пулӑттӑм. Ҫакӑн пек уйӑрнӑ чух чӗрене ҫуракан сценӑсем пулса иртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен уйрӑлаканнисем урӑх виличчен те пӗр-пӗрне кураймассине пӗлеҫҫӗ. Ӗнертенпе вара иртен-ҫӳрен те курӑнми пулчӗ… — Гресси Миллер? Тамбов ҫынни, ҫӳллӗскер, алӑка хупрӗ. Дора Жаркийӗн орденӗ ҫине пӑхрӗ те Павелран:— Санӑн юлташу — парти членӗ-и? Хуҫасем ирсӗр ӗҫ тума хатӗрленеҫҫӗ. Капитан часах ҫитрӗ, унпа пӗрле чапрас хӑрах куҫлӑ старик те пӳрте кӗчӗ. — Динго ҫак ҫынна пӗлнӗ! — терӗ Дик Сэнд. Эпӗ тӳрех княжна патне пырса тӑтӑм; кунта пӗр палламан хӗрарӑмсемпе те ташлама юрать иккен, ҫав йӑлана кура, эпӗ ӑна хампа пӗрле пӗр вальс ташлама чӗнтӗм. Асаплантарса пӗтерчӗ вӑл мана, вара эпӗ, Федор атте вӗрентнисене пӗтӗмпех манса кайса, «Санӑн ӳт-пӗвӳ — улшӑнакан япала, шухӑшу — пӗтерекенскер», — тесе кӑшкӑрса ятӑм. Ил каялла! Мана ларма пит кансӗр. — Шурӑ ҫыннӑнне? Юлашкинчен Леноре фрау, ывӑнтӑм, тесе пӗлтерчӗ… Темиҫе эрнерен Белогорск крепӑҫӗнчи пурнӑҫ маншӑн аптӑрами кӑна мар, кӑмӑла килекен те пулса тӑчӗ. Андрей Марийкӑна аллисенчен тытрӗ. Ҫакӑ тӗрлӗ ҫынлӑ, юхӑнса ҫитнӗ, ҫынна тавӑракан халӑх граница урлӑ каҫсанах революци пуҫланнӑ пулӗччӗ. Ун хыҫӗнче, ӑна хавхалантарса, тулса ларнӑ залри ҫынсем тӗлленме те пултарайман тарӑн вӑй тӑнӑ. — Ҫук, тусӑм, час-часах кала, — терӗ вӑл пӑлханнӑран чӗтрекен сассипе: — санпа пӗрле йӗресси мӗн тери лайӑххине пӗлесчӗ санӑн… Ҫак ӑна шӑртлантарнӑ, старикрен тата та аяккарах тӗртнӗ, — антив, ҫак япала пӗтӗм ӗҫ хупланса ларасса пӗлтернӗ пулсан та, вӑл, унӑн ӗҫрен хӑтӑлса тухас кӑмӑлне тата ытларах ӳстернӗ. Вӑйлисен те, вӑйсӑррисен те ҫав тери нуша курма тивнӗ. Уйра ҫуран ҫар ҫирӗм пилӗк пин ҫын тата утлӑ ҫар ултӑ пин ҫын анчах пухӑнчӗ пулин те эпӗ вӗсене нимле те тӗрӗс шутласа кӑлараймарӑм — вӑл ҫар ытла та пысӑк выран йышӑнатчӗ. Мана! Аманнӑ ҫын пулӑшу ыйтса кӑшкӑрма пӑрахмарӗ. — Мӗне вӗренеҫҫӗ сирӗн шкулта? — тесе ыйтрӗ Элен. Ӗшне патне ҫитрӗҫ. Тӳпере тем пысӑкӑш бассейн пуҫхӗрлӗ ҫаврӑнса ӳкнӗ те, унти шыв пӗтӗмпех ҫӗр ҫине шапӑртатса тӑкӑнать тейӗн, ҫакӑн пек вӑйлӑ ҫумӑр лапамсене кӳлӗ, пӗчӗк юханшывсене кӗрлесе юхакан пысӑк шыв туса хурать; юханшывсем ҫырантан тухаҫҫӗ, темӗн талккӑш ҫӗре шыв илтереҫҫӗ. Тӗрме начальстви аптрамаллах мар, аван, тата вӑл ывӑнса ҫитнӗ — шуйттан жандармӗсем ӑна ҫав тери ӗҫ нумай тупса панӑ! — Мӗн пулнӑ апла сана паян? — ыйтрӗ Климка каллех, ҫӗкленсе, чавси ҫине тайӑнса. Ҫӗрле ҫил йӑлтах чарӑнчӗ. Бояркӑна халӑх кулленех пырать. Ҫулйӗр техникумӗнче вӗренекен студентсем те утмӑлӑн пычӗҫ. Пӑван куҫкӗски умӗнче тӑрса парикпе сухалне лайӑх майлаштарса тӑхӑнчӗ. Метафизикла шухӑшсен ҫӳллӗшне улӑхайман вӑл. Кала-ха тархасшӑн, мӗн вӑл ҫав… ҫапкаланчӑксем ҫумне ҫыпҫӑнать, э? Тавтапуҫ, пӑхаттирсем! — харсӑррӑн кӑшкӑрчӗ вӑл ротӑна. Халӗ эпӗ учлёт, Осоавиахимӑн летчиксем хатӗрлекен шкулӗнче вӗренетӗп, хӑҫан та пулин сирӗн пата самолетпа вӗҫсе пырасса та шанса тӑратӑп. Эпӗ турра пӗр ырлӑх пирки кӑна — чухӑнлӑхран хӑтартӑр тесе мар (мӗнех вара чухӑнлӑх?) — ачасен эпӗ хӳтӗлеме тивӗҫлӗ интересӗсем пирӗннисемпе хирӗҫле пулса каймалла килсе ан тухтӑр тесе, чарӑнмасӑр кӗлтӑватӑп. Тӗлӗнмелле! Ҫав ӑмӑрт кайӑк ӑна темле хӑрушӑ пек туйӑнса кайрӗ. Аркадий вара: «Акӑ ку мана эпӗ илемлӗ калаҫнӑшӑн ӳпкелемест», — тесе шухӑшларӗ. Таҫтан аялти кӑштах шав илтӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах пӗтсе ларчӗ. Ҫынсем ахӑлтатсах кулатчӗҫ, эпӗ вӗсене ҫав тери ҫӑмӑллӑнах култарма пултарнинчен тӗлӗнеттӗм, — ҫав ҫӑмӑллӑхӗ мана темле лайӑх маррӑн пырса тиветчӗ. Сасартӑк, эпӗ хапха куртӑм пек те, хамӑр киле, улпут килкартишне, кӗрсе кайрӑмӑр пек. — Эсӗ мана ҫурӑмран чышкусемпе тӑрӑшсах кӳпкерӗн, хӑвах тата тарӑхса ҫитнипе: «Хӗнетӗп-хӗнетӗн ҫакна, вӑл пур, чунсӑр кӗлетке, чул пекех хытса ларнӑ», — тесе макӑрса ятӑн. Настенкӑн тутӑрпа чӗркесе лартнӑ пичӗ-куҫӗ ниҫта кайса кӗме ҫук хытӑ намӑсланса ҫунать. — Шӑпах ҫапла-с. Эпӗ сирӗн патӑра аннеҫӗм хушнипе килтӗм. Ку ӑна ҫав тери савӑнтарчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, мӗнпурне манса, ҫийӗнчи юрне силлерӗ те, урама юлнӑ кумӗшӗн пӗртте кулянмасӑр, ҫенӗке кӗчӗ. — Пӑшалпа персе шуйхатасчӗ, — терӗ Лукашка кулса. — Вӑт пуҫлӗччӗҫ те вара ҫуйхашма! — Мӗншӗн? — хӗрӳллӗн кӑшкӑрсарах ыйтрӗ амӑшӗ. Мӗн канӑҫӗ пултӑр-ха ӗнтӗ йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑкра? Ӑнсӑртран тӗл пулнӑ чӑрӑш айӗнче, хӳтлӗх ҫук ҫӗрте канни — канни-и вӑл? Вун-вуник минут иртсен салтаксем хӑюллӑланса ҫитрӗҫ, пӗр-пӗринпе калаҫма тытӑнчӗҫ. Иртен кунсем пурте пӗр пек пулнӑ. — Эпир ӑна чӑнласах хӑтлантӑмӑр пулӗ тетӗн-и? Ачасем: вӑл кӑвакарчӑнсене тустарать, теҫҫӗ. Ҫак ҫула тухса килессине унӑн мӗнпур ӑс-хакӑлӗ, туйӑм-сисӗмӗ хирӗҫ тӑчӗ, халӗ ӗнтӗ вӑл ҫитес ҫӗре ҫывхарса пырать. Ҫак лекарь ывӑлӗ именмест кӑна мар, ответлессе те кӗскен, ӳркенсе ответлет, унӑн сассинче темӗнле кӑнттамлӑх, чӑрсӑрлӑх пеккиех пур. Хӗрача ашшӗ хӑйӗн хӗрӗ король ҫуртне вырнаҫнипе пит кӑмӑллӑ пулчӗ, Глюмдалькличӗ хӑй хӗпӗртесе кайнине пытарма та тӑрӑшмарӗ. Виҫҫӗшӗ те, тен иртсе каймӗҫ-ши, тен вӗсем йӑнӑшпа кӗреҫҫӗ пулӗ кунта, тен пире ахальтен ҫеҫ илтӗнчӗ-и тесе, хытса кайса кӗтсе лараҫҫӗ. Кӗсйинчен тутӑр кӑларчӗ те вӑл, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Сӑмах майӗпе каласан, вӑл Тӑсланкӑ Джон Сильверпа питӗ туслӑ пурӑнатчӗ, халӗ, Сильвер ятне асӑнсан, ун ҫинчен тӗплӗрех каласа кӑтартма тивет. Матроссем ӑна Окорок тесе чӗнетчӗҫ. Ҫак ученӑйсем хӑйсен пурнӑҫӗнчи нумай вӑхӑтне пӗлӗт ҫинчи япаласене сӑнаса ирттереҫҫӗ. Эсир пӗлместӗр-и вара: Алёна Тимофеевна, самӑрскер… ҫамрӑках мар. Николай Антоныч килте ҫукчӗ ӗнтӗ, вӑл больницӑна кайнӑ иккен. Марья Николаевна питне тутӑрпа шӑлса илчӗ. Каяр-и? Юлашкинчен каласан, союзниксем шарламаҫҫӗ вӗт… Э? Марко самшит йывӑҫӗ хӳттинчи хӗрлӗ витӗпе витнӗ тахта ҫине пырса ларчӗ, вӑрӑм чӑпӑклӑ чӗлӗмне тивертсе ячӗ. — Ан янӑра! — тарӑхса каланӑ Фома. Ляхсен виллисене лаша хӳрисенчен мӗнле май килне ҫапла вуншарӑн ҫыхса ярса, лашисене хирелле хӑваласа ячӗҫ, вӗсене ҫаптарса нумайччен хыҫалтан хӑваласа ҫӳрерӗҫ. Агафья Федосеевна Иван Никифоровичшӑн тӑван мар, пултӑрӗ те, кумӗ те мар. Ытараймӑн. — Кам унта? Гимназие илсе каятпӑр ӑна. Килӗшетӗп, ку ытлашши ҫӑмӑл пулас ҫук. Вӑл контрабандист ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Автобус аяккалла, акӑлчансен 1855 ҫулхи кивӗ ҫӑви еннелле, пӑрӑнчӗ. Дик Сэнда тепӗр чурапа сӑнчӑрламарӗҫ. Паллах — ҫыннисем ҫамрӑк мар, стариксем те пур, ҫапах та иртӗнесси вӗсен — арҫын ачасенни пекех нумай, анчах арҫын ачасем те ӳснӗ май вӑй хутшӑнса пынӑ пирки иртӗнеҫҫӗ. «Ҫук, эфенди, — тет ӑна Балтоолу. Тарҫи ҫинчен вӗсем мансах кайнӑ. Паян пирӗн юбилей. Мандатпа медицина комиссийӗсем суйласа илнӗ вунвиҫӗ ҫын стройра тӑраҫҫӗ. Шкул начальникӗ, хӗрлӗ ҫӳҫлӗскер, пирӗн умма кула-кула тухать те ҫапла калать: — Итлӗр, учлет юлташсем! Урӑх эпӗ ӑна кураймӑп!» — терӗ. Сильвер хӑй килӗшни ҫинчен пӗлтерсен, пиратсем янӑ ҫын, пире тӗттӗмре хӑварса, тухса кайрӗ. Ума ҫитсен, вӑл чарӑнса тӑчӗ те, эпӗ пуррине кура тӗлӗннӗ пек пулса, мана куҫран тинкерсе пӑхрӗ, унтан вара вӑрт ҫаврӑнчӗ те васкамасӑр пристань еннелле утса кайрӗ. Поляксен енче пӗр вунӑ утӑмра ура пуснӑ йӗрсем курӑнса выртаҫҫӗ. — Каҫарӑр; геолог пулсан, эсир ӳкерчӗк патне мар, кӗнеке патне, уйрӑм сочинени патне часрах пынӑ пулӑттӑр. Пӗр самантрах вӗсем, ту ҫинчен йӑванса анакан кӗрт пек тытса чармалла мар, уҫӑ уҫланкӑна пырса тухрӗҫ. Вара вӑл часах тӗттӗмре ҫухалчӗ, хайӗн телейӗ ҫинчен ют ҫынсене каласа пама татах ҫунакан вут еннелле утрӗ. — Мӗншӗн мана? Пӗр Алексей кӑна пӑшӑрханса, хулпуҫҫисене ҫӗклентеркелесе ыйтрӗ. — Мӗнле-ха эсӗ ҫакӑн пек шут тытрӑн, Никита? Курас пулать вӗсене. Княжна мана тӗппипех кураймасть; мана хам ҫинчен кӑларнӑ ик-виҫӗ эпиграммӑна калакаласа та пачӗҫ ӗнтӗ, самай тивекенскерсем те, ҫапах та вӗсем питӗ кӑмӑла каяканскерсем. Урамсенче халӑх — купи-купипе, ахӑрашу. — Малтан ман пуҫра ҫакӑн пек шухӑш вӗлтлетсе иртрӗ, анчах эпӗ ҫынсем хама шанманнине куртӑм. — Эпӗ шансах калаймастӑп та, анчах ҫав полит-эмигрантсем кунта килнӗ вӑхӑтра эпӗ ӑна курнӑ пек туйӑнать, — терӗ Лега. Халӑх хумӗ хутшӑнсах пырать; акӑ тата темиҫе минут ҫеҫ иртет — чаршавӑн йывӑр бархачӗ хуллен уҫӑлать, РКСМ Центральнӑй Комитечӗн секретарӗ, чаплӑ минутӑра пӗр самант хӑйне хӗл ҫирӗп тытма вӑй тупаймасӑр тӑрать те ҫапла пуҫлать: — Ҫамрӑксен Российӑри коммунистла союзӗн улттӑмӗш съезчӗ уҫӑлнӑ тесе шутлатӑп. Выльӑх-чӗрлӗхӳсене парса ярса пӗтерсен, мӗнпе ӗҫлес тетӗн-ха эсӗ? Маякинӑн ӳт пӗркеленчӗкӗсем, чӗтренсе кайса, аялалла усӑннӑ, ҫакна пула, унӑн пичӗ йӗнӗ пек, ыратнӑ чухнехи евӗр пулса кайнӑ. — Вӗсем пирӗн алла ҫаклансан, эпир вӗсемпе мӗн тӑвӑпӑр? — тесе ыйтрӗ Дик. Вӑл мана хирӗҫӳсен кӑткӑ йӑвинче пурӑннӑ пек туйӑнчӗ; туберкулёзпа пӗтсе пырса, вӑл Ницшене Маркспа ҫураҫтарма тӑрӑшнӑ; манӑн алла ҫыпӑҫакан сивӗ пӳрнисемпе тытса, юнлӑ сурса хӑрӑлтатрӗ: — Синтезсӑр — пурӑнма май ҫук! Эпӗ вӗсене чиркӳ патӗнче кӗтетӗп, тесе ятӑм. Карточка ҫинче доктора тупаймарӑм та, эсир кунта мӗншӗн ҫук, тесе ыйтрӑм. Щукарь йӗрсе ярать, каялла таврӑнать. Ӗҫне пӗтерсен, Юргин та тунката ҫине — Озерова хирӗҫ ларчӗ. — Сарайӗнче, тырӑ сӑвӑрмалли машина айӗнче, халӗ эпир ҫавӑнта каятпӑр. Тата ыйтмасӑр ӗҫме те пурпӗрех лайӑх мар вӗт. Ҫав вӑхӑтра вӗсен калаҫӑвне Сид хутшӑнчӗ. — эсӗр унӑн кӗпи ҫухине шурӑ ҫиппе ҫӗлене пек астӑватӑп эпӗ, кунта, пӑхӑр-ха, ҫиппи хура, — терӗ. — Туман. Эпӗ ҫапла калӑп та хуҫана, вӑл вара ҫилленмӗ. Мӗскӗн тӗнче — унта киревсӗр ултавпа суялӑх ҫеҫ, — шӑршлӑ лачака, вӑл ытла та ӑшӑх пирки унта путса вилме те май ҫук. Хӗрӗмӗн пурнӑҫне питӗ ӑнӑҫтарассӑм килетчӗ. Хам командовать тӑватӑп! — тет. — Апла-тӑк, савнӑ Эдуард, е эсир Паганель, мана кунта мӗн пулнине ӑнлантарса парӑр. Пирӗн выльӑха тӗлӗкре те курмастӑр эсир, ӗненеп эп сана, кӗтсех тӑр! Эсир губернатор патӗнчен мар пуль-ҫке, тесе шутлатӑп? — Сывӑ пулӑр, тухтӑр, хаклӑ тусӑм, — тенӗ вӑл пӑлханнӑ сасӑпа. — Ах, ачам эсӗ нихҫан та шухӑшламастӑн. Пӑч-пӑч чӑпар мустангпа турӑ лаша пуҫӗсене ухса, хыттӑн кӗҫенсе ячӗҫ. — Вася пӑхнӑ енче тӗксӗмлӗхсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курӑнмарӗ; пурте сывлама чарӑнсах итлерӗҫ, анчах ура сассине те пулин илтмерӗҫ. Цветаев кӑшт турткаланса илчӗ. Ҫак йӗрсен сӑнчӑрӗнчен икӗ утӑмра ҫемҫе юрпа витӗннӗ ытти йӗрсем. Кунтан ҫын иртсе кайнӑ. Давыдов сӑмса ҫунаттисене сиккелентерчӗ те ун ҫӳҫӗн аран палӑракан ырӑ шӑршине туйса илчӗ. — Инсаров-и? Ӳкерчӗкӗ ҫинче те кӑтартнӑ… — Олейник пӑшӑлтатма пуҫларӗ. Силвио пуринпе те сывпуллашрӗ, анчах эпӗ тухас тенӗ минутра мана алӑран тытса чарчӗ. Тухса каяс умӗн карчӑк сыхлама вӗреннипе ҫӑмарта вӑрлама май килмесен, эпӗ райкома каятӑп та, хамӑн Давыдов юлташран шӑппӑн: «Сёмушка, мана хӗрхенекен, чӗрӗк валли парсамччӗ мана, атту сана ӗҫсӗр кӗтме кичем мана», — тетӗп. — Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп, — терӗ майӗпен Пӑван, — вилнӗ ҫынсем вилнӗ халлӗнех юлсан аван пулӗ. Картишӗнче тӑракан Петя хуларан илсе килнӗ «музыкӑна» хӗвӗшсе ҫӳрекен тарҫӑсем пӳлӗме йӑтса кӗме хатӗрленнине тимлӗн итлерӗ. Кӗрпеллӗ йӑшӑк юр ҫинче, улӑх тӑрӑх, виҫӗ мӑшӑр ура йӗрӗ ҫеҫ курӑнса выртнӑ, — пӗр сехет маларах ҫеҫ ку вырӑнпа Михайла мучи, Дегтяренко тата Лена утса килнӗ. «Эпӗ сире Иван Львович ҫинчен пӗлтерме васкатӑп…» — Унтан ман пуҫа тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ — вилле хамӑн плащпа витес те серапэне чӑркаса хурас, терӗм. — Вӑл чӗрӗ! Капитан хама тӗрлӗ ырӑ ӗҫсем ҫинчен каласа панипе тата вӑл тӳрӗ кӑмӑллӑ та аван ҫын пулнине пӗлсе тӑнипе, эпӗ вӑл сӗннипе килӗшмесӗр тӑма пултараймарӑм. Халиччен хам тӳссе ирттернӗ инкек-синкексене шута илмесӗрех, тӗрлӗ ҫӗршывсене ҫитсе курас туйӑм халӗ те ман чӗрене ыраттарса тӑрать. Эпӗ кайса килем-ха, ыйтам пӗреххут, улма пӗҫерме те пулин кӗрттӗр хуть. Ӳсӗр куҫпа вӑл ҫавна хӑех курнӑ-ши е тӗлӗкре-ши? Епле эпӗр ун чухне, пӗр сӑмаха килсе, халӑхӑн мухтавлӑхӗпе патшана юратнӑ кӑмӑлсене пӗтӗҫтертӗмӗр! Пирӗннисем американецсем патӗнче хӑнара пулса курчӗҫ ӗнтӗ, анчах вӗсем патӗнчен питӗ тӗлӗнсе таврӑнчӗҫ. — Ҫапла, эпӗ, монсеньор. «Неушлӗ ҫывӑрнӑ эпӗ? — терӗ хӑй ӑшӗнче Левко, ытла пысӑках мар тӗмеске ҫинчен тӑрса. Малти ретре сӑмсисене пудрӑпа шуратнӑ гимназисткӑсем, тӗрлӗ еннелле куҫӗсене вылятса, хӑйсем хушшинче калаҫса лараҫҫӗ. Амӑшӗ, ку таранччен ҫыхланӑҫлӑ ларнӑскер, сасартӑк хӑйне ирӗклӗрех туйрӗ, шӑмшакӗ шалтан пӑчӑхса ҫитсе ывӑннӑ пек пулчӗ, унӑн куҫ харши чӗтреме тытӑнчӗ, ҫамки ҫине тар тухрӗ. Эсир тискер лашасем тытма сунара кайма васкатӑр пулӗ. Эпӗ ӑна кӑшт ҫеҫ кӗреҫепе пуҫӗ урлӑ качлаттармарӑм… Ҫӗнӗрен аса илчӗ вӑл юлашки эрнере пулнӑ ӗҫсене. — Эсӗ — кунталла, эпир — кунталла! Иртнӗ балранпа нумайӑшӗсем ман ҫине мӑртӑхаҫҫӗ, пуринчен ытла леш хайхи драгун капитанӗ, халӗ акӑ Грушницкий тӑрӑшнипе мана хирӗҫ тӑшманла ушкӑн пухаҫҫӗ пулас. Унта халӗ те Совет влаҫӗ! Старике илсе ҫитерме килӗшнӗ матрос киммине Ле-Менкье тӑвӗсен хӳтлӗхне илсе пычӗ, — унта эскадра пенинчен хӑрамалли ҫук. Техасра ҫав тери усал ят тухнӑ ҫынсем шутне кӗмен вӑл. — Евдокия хыҫҫӑн никама та киле кӳртместӗп, — хӑй сӑмахӗ ҫинчех тӑма пикенет Андрей. Манӑн чун сӳ-ӳ! туса кайрӗ, пукан ҫине лак лартӑм та хускалайми пултӑм. — Эсӗ тӗрӗс каларӑн! — каллех сӑмах пуҫларӗ вӑл, Озеров умӗнче чарӑнса тӑрса. — Оборона туса хатӗрленӗ ҫӗрте чӑнах та пӗр йӑнӑш пулнӑ. Йӑнӑш пуррине эсӗ пуринчен малтан чухласа илтӗн, — ҫавӑ сана чыс тӑвать. — Вӑл Блэк-Пойнт станцинчи клеймо, — терӗ ӑна боцман. — Санӑн калаҫма юрамасть-ха. Куртӑр ӗнтӗ комиссар эпир мӗнле йӗркеллӗ иккенне! — Эс ан кутӑнлаш, Андрейка! — хӑратма пӑхнӑ Силанти мучи, сасартӑках хӑй манса кайнӑ ӗҫре хӑйне хӑй тепӗр хут кӑтартма шут тытса. Анчах сасартӑк кӗтмен те шутламан, кӑмӑлсӑр та ытла та лайӑх мар япала сиксе тухрӗ. Хамӑрӑн пурнӑҫри примерсемпе эпир этемлӗх пӗр чарӑнмасӑр имшерленсе пырассине чарса лартма тӑрӑшнӑ пулӑттӑмӑр. Эпир ҫапах та восстани тума тӑрӑшатпӑр пулсан, ку мана пӑшӑрхантарма пултарать-и? Хӑш чухне кӑна арӑмне:— Наркӑмӑш пар, вӗлер… — тенӗ. Вӑл священникрен философ пулнӑ; философран — салтак. — Кас! Саша, ун ҫумне пӗтӗм пӗвӗпе лӑпчӑнса, йӑл кулса илчӗ. Вӑл куҫне хӗсрӗ те, сасартӑк унӑн хаяр сӑн-пичӗ йӑл кулнипе улшӑнса тӑчӗ, хӗвелпе пиҫнӗ тачка питҫӑмартийӗсем хум пек хӑлхисем патнелле выртрӗҫ, лаша шӑлӗсем пек пысӑк шӑлӗсене уҫса кӑтартрӗҫ, уссийӗсем ҫемҫен аялалла усӑнса анчӗҫ — вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, мӑнтӑр хӗрарӑм евӗрлӗ пулса тӑчӗ. Вӑл ачаранпах чирлӗ ҫынсене пӑхса ӳснӗ. Урӑх ун пек сестра милосерди пуррине пӗлместӗп эпӗ. Кам ҫавна мана хирӗҫ кайса тунӑ? тесе ыйтать вӑл. Чылаях ватӑлнӑ пулин те, Алексей хӑйне ҫамрӑк чухнехи пек ҫивӗч туйнӑ, унӑн хурчӑканни пек куҫӗсем савӑнӑҫлӑн ялкӑшнӑ. — Атте, халӗ мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ эпир? — ыйтрӗ Марыся. Арҫын ачасем учителе тавӑрчӗҫ ӗнтӗ. Пирӗн вӑхӑт хамӑр валли мар. Ҫук, халӗ ӗнтӗ пирӗн ӗҫсене пытараймӗҫ вӗсем! Ҫапла каларӗ те, Пейсах вилли урлӑ каҫса, ҫӑра хура пылчӑк ӑшне кӗрсе кайрӗ. Темле сасӑ илтӗнсе кайнӑ. Вӑл катаранах чӑпӑрккипе сулса илчӗ, кӑшкӑрса хуравларӗ: — Андрей Разметнова общество арестлерӗ! — Кирлӗ мар пулсан, кирлӗ мар пултӑр, эппин, — килӗшрӗ Женя. Ирхи апат хыҫҫӑн эпӗ Катя патне шӑнкӑртаттартӑм — ӑнӑҫлах пулмарӗ. Мӗнпур ҫынсен шухӑшне пӗлтерсе, музыкант ҫапла каларӗ: — Наци ялавне ҫӗклеме кӑмӑллӑ, анчах ӑна антарма вара — питӗ йывӑр. Курӑнать вӗт-ха: хӗрарӑм та ача-пӑча кӑна! Ку пушхир кӑна мар, темӗнле ылханлӑ вырӑн, кунта чӗрчунсем те пурӑнма хӑраҫҫӗ. — Крокодилсем! Крокодилсем! — терӗ Вильсон. Эсир ку шухӑша пӑрахӑр. Ҫав парӑма тӳлемешкӗн «шанчӑксӑр» вексельсене, паллах ӗнтӗ, никам та йышӑнман. «Мӗн пулнӑ-ха мана? — шухӑшларӗ вӑл, вара ҫав самантрах ун пуҫӗнче ӗнер, каҫ ӗнтрӗкӗнче, кивӗ арман патӗнче Эвелина каланӑ сӑмахсем ҫиҫсе илчӗҫ: «Эс ун пирки нихҫан та шухӑшламан-и вара?.. Эсӗ курман ӑна, ҫавӑнпа суйма та кирлӗ мар! — Тур пулӑштӑр, тур пулӑштӑр… эпӗ нимӗн те пӗлместӗп… тӑхта-ха, ав, вӑл килет пулас, — хушса хутӑм эпӗ салхуллӑ сасӑпа. — Хупахра, ашшӗне пулӑшаҫҫӗ-ха вӗсем, тӗрӗксене те пӑхкаласах тӑраҫҫӗ: пӑхса тӑмасан ҫав тискерсем мӗн те пулин пӗҫертсе кайма пултараҫҫӗ. Шыв хӑй тӗллӗн пӗр енчен тепӗр еннелле юхма пултарайманнине пула, Лоуэллпа унӑн юлташӗсем шыва канав тӑрӑх вӑйлӑ насоссемпе уҫлаттараҫҫӗ, тенӗ. Соломон ҫакскерсене куҫӗсенчен черетпе пӑхса ҫаврӑннӑ та:— Пурне те уйрӑм пӳлӗмсене ертсе кайӑр та уйрӑмшаррӑн питӗрсе лартӑр, — хушнӑ хурала. Квейс сӗтел ҫине шат! ҫапрӗ. — Суятӑн! Король майри хушнипе мана унта шыраса тупнӑ чи ҫӳхе пурҫӑн материрен костюм ҫӗлесе пачӗҫ. Ҫапах та ку матери акӑлчан утиялӗсенчен хулӑнрахчӗ те, эпӗ хӑнӑхса ҫитиччен костюмӗ мана пит кансӗрлерӗ. Том Сойер савӑклӑн килнелле утрӗ, вӑл хӑйӗн ӑшӗнче ак ҫапла шухӑшларӗ: «Пӑртак урӑхларах япала хушсан, чиркӳри кӗлӗ те хӑшпӗр чухне питех кичем пулмасть-ҫке», — терӗ. Ҫартан таврӑнсан — станицӑри ӑмӑртусенче кашни ҫул парне ҫаклатнӑ. — Хуҫалӑха мӗнле тытса пыратӑн? Анчах та Марья Васильевна унпа тата тепӗр уйӑх калаҫман… Сасартӑк вӑл ашшӗ-амӑшӗсем ҫука юлнӑ ачисем валли шкатулкӑсен вӑрттӑн ещӗкӗсенче укҫа пытарса хӑваркалани ҫинчен калаҫкаланисене аса илчӗ. Патшаран власть тытса илни господасемшӗн тупӑшлӑ вӑл, господасем чухӑнланса пыраҫҫӗ. Вӑл пулӑшнине йышӑнманни — ыр кӑмӑлсӑр пулни пулать вӑл. Атте мана ҫӗр хут та пулӗ: арҫынӑн хӑй нушине хӑех ҫӗнтермелле! тесе калатчӗ. Хурахсем те вилмеҫҫӗ! Тепӗр кунне ирпеле крыльцо умне ҫул ҫӳремелли кӳме (кибитка) илсе пырса тӑратрӗҫ, ун ӑшне чемодан, чей хатӗрӗсем тултарнӑ арча тата килти ачаш пурнӑҫӑн юлашкисене палӑртакан булкӑсем, кукӑльсем-мӗнсем ҫыха-ҫыха хучӗҫ. Эпӗ ҫиленсе кайса, ӑна хыпкӑчпа хӑмсарса ятӑм. Унтан вӑл ӑна, йӗпе простыньпе чӗркесе, тарлаттармашкӑн утиялсемпе вите-вите лартрӗ, мӗскӗн ача вара, хӑй калашле, «унӑн чунӗ ҫинчи сарӑ тумхахсем пурте шӑтӑксем витӗр тулалла тухичченех» тарласа выртрӗ. Панталеоне запискӑра мӗн ҫинчен ҫырнине пӗлнӗ пулмалла. — Синьорина пӑшӑрханать, вӑл мана эсир мӗн тунине пӑхма тата сире хӑйӗн патне илсе пыма хушрӗ, — терӗ вӑл. Ҫар тумӗпе, ҫатӑртатакан вӗр-ҫӗнӗ атӑ тӑхӑннӑскер, вӑл киле килсе кӗчӗ. Чалӑш лартнӑ картузӗ айккинче ҫӳҫ пайӑркисем пӗтӗрӗнсе тӑраҫҫӗ. Вӑл сӗтел ҫине икҫӗр тенкӗ укҫа килсе хучӗ. Ҫӗр чӑмӑр тенӗ шухӑш ун чухне пур ҫӗре те сарӑлнӑ пулнӑ ӗнтӗ. Вара Колумб хӗвеланӑҫ енне шывпа кайсан та Китайпа Инди ҫӗршывне пурпӗрех ҫаврӑнса ҫитме пулать тесе шухӑшланӑ. Ҫул ҫинче тем пысӑкӑш Америка материкӗ тӗл пулса, хӑйӗн ҫулне пӳлессе пӗлмен вӑл. Санта-Катарина чиркӗвӗнчи священниксенчен кама та пулин хӑвӑн духовник тума килӗшетӗн-и эсӗ? — Эпӗ, граждансем, паллах… — теме пуҫланӑччӗ кӑна Разметнов, анчах арестленисенчен пӗри, ватӑлса ҫитнӗ казак Краснокутов, ӑна васкасах пӳлчӗ: — Ара, мӗн калаҫса тӑмалли пур унта, Андрей Степанӑч, айӑплӑ эпир, сӑмах та ҫук… Ку сахал-ха: саккун Тэчер судьяна ман мула йӑкӑртса тӑма пулӑшать. Унӑн пуҫӗ витӗр тӑватӑ пуля шӑтарса тухнӑ. Вӑл тӗрӗсех пулсан та вӑхӑт нумай иртсе кайнӑ терӗҫ, ҫав икӗ ҫул хушшинче вӗсене индеецсем тыткӑна илсе таҫта илсе кӗрсе кайнӑ пуль терӗҫ, ҫавӑнпа та виҫӗ ҫын тесе, ҫитменнине Шотланди ҫыннисемшӗн, мӗнпур Патагонийӗпе чакаланса ҫӳрейместпӗр тесе ячӗҫ. Ман курайманлӑхӑн тапхӑрӗсем пирӗн юрату тенин тапхӑрӗпе пӗр виҫеллӗ те тӗрӗс пулса пынине эпӗ ун чухне асӑрхаман. — Пур пек япалинчен пакур ҫеҫ юлнӑ-и вара? Яр уҫӑ шухӑш пулчӗ ку. Вӑл чӗркуҫленсе тӑчӗ те, сӑхсӑхса илсе, аллисене ача чухне кӗлтума вӗрентнӗ пек, хутлатса тытрӗ. Хурана артельпе часах пушатрӗҫ. Марс Ҫӗрпе калаҫасшӑн. Сӑнарӗ унӑн чунӗ типсе ҫитнӗ ҫыннӑнни пек хаяр курӑнчӗ. Эпӗ пӗлместӗп эс ун умӗнче мӗн туса айӑпа кӗнине, анчах санӑн унран каҫару ыйтмалла, мӗншӗн тесен сывлӑхӗ халь ун ҫав тери йӗркерен тухнӑ, юлашкинчен тата пирӗн хамӑр ҫамрӑк чухне, хамӑра ырӑ тӑвакансене хисеплемелле. — Вӑт чудовище! Вӑл, питӗнчи шатрасене пӗтерес тесе, больницӑна ҫӳретчӗ. — Ҫавӑн хыҫҫӑн вара? «Мулкач пек тӗпӗртететпӗр!» — теҫҫӗ йӑпанчӑк эфендисем. Ҫулҫӳренсем хӑйсен мӗлкисем ҫине урисемпе пусса, питӗ хуллен пыраҫҫӗ. Мӗн тӑвас тейӗн, ҫакӑнпа та пулин килӗшес пулать… Анчах шутлӑр-ха эсир, кун пекки вӗт ӗмӗрте те пулман! Никампа та мар, манпа анчах пулма пултарнӑ ку! Блиндажра NN генералпа бастион командирӗ, пӗр 6 офицер, вӗсем хушшинче Праскухин та пур, ҫапӑҫура пулса иртнӗ тӗрлӗрен ӗҫсем ҫинчен калаҫса лараҫҫӗ. Вӑл темӗнле шеллесе ятлатчӗ, питӗ кӳренетчӗ. — Хӑв патна каяр, лав тӗл пулсан, тӳрех Войсковоя ярӑпӑр. Рита пӳлӗмӗнче, сӗтел ҫинче, дневник уҫӑлса выртать. Хупах хуҫи ҫапла вӗҫӗмсӗр хавасланнине кура Огнянов та савӑнса кайрӗ. Ҫак условисенче халӑхсене пӗр союзлӑ нумай нациллӗ патшалӑха пӗрлештерсе, вӗсем тӑванлӑ килӗшӳпе ӗҫлесе пурӑнассине пӗрне-пӗри экономика, политика тата ҫар ӗҫӗ тӗлӗшпе пулӑшас никӗс ҫинче йӗркелесе ямалла пулнӑ. Лашасем паҫӑрах хатӗр, анчах манӑн станца пуҫлӑхӗпе тата унӑн хӗрӗпе уйӑрӑлас килмест. Тӑсланкӑ тупӑкҫӑ ҫеҫ чи малтан тавҫӑрса илчӗ пулас, — вӑл пастор еннелле: «Ан пӑшӑрханӑр, эпӗ йӗрке тӑватӑп», — тенӗ пек пуҫне сӗлтрӗ. Темиҫе минутранах эпӗ шав ытларах вӑйланнине, ҫунатсем хӑвӑртрах авӑсма пуҫланине туйрӑм. Ман ещӗк ҫилпе юпа ҫинчи вывеска сулланнӑ пек енчен енне сулланма тытӑнчӗ. Хӑвӑрӑн ятӑрсене калӑр. Пӑван аллисене хӑвӑрт ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Тен, вӑл кӑҫалах пӑрсенчен хӑтӑлӗ, е, манӑн шутпа, ҫитес ҫул хӑтӑлса тухӗ. Мана ним те интереслентерми пулса ҫитрӗ, кичем пулса кайрӗ. Штаб начальникӗ тата ытларах хӗрелсе кайрӗ. Куҫӗсене чарса пӑрахса, вӑл йывӑррӑн сывлама тытӑнчӗ. Эпир пӗр-пӗринпе калаҫмасӑр Дубков патне пырса ҫитрӗмӗр. Вӗсене хирӗҫ монархсем патшалӑх вӑрҫи пуҫарчӗҫ, эпир приходсен вӑрҫи пуҫласа ярӑпӑр. Мӗн ҫырать вӑл, кукка? Купец! Эсир унта ӑшӑ кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ старике тӗл пулӑр. Фортепиано хупӑлчине уҫрӗ те вӑл, клавишӑсене хуллен кӑна сӗртӗнсе, хӑвӑрттӑн та ҫӑмӑллӑн темиҫе аккорд илчӗ. Артём ӑна Брузжак патне паровоз ҫине лартать. Брузжак паровозӗ Казатина каять. Мана службӑна янӑ вырӑналла ҫитсе пыратпӑр. Ерипен вӑл вилӗ ҫинчен серапэне вӗҫертсе илет. Кашӑксӑр ниепле те май килмест тет. Вара вӑл каллех шухӑшлама тытӑнчӗ. Мӗн тумаллине тавҫӑрса илсен тин мана каларӗ. Анчах Патакӗ ӑна, хирӗҫ каланӑ: «Ҫук, эпӗ санран ҫӳлӗрех, мӗншӗн тесен эпӗ — санран вӑнлӑрах». — Апла-и? Тӗрлӗ пулӑшу та парне салатать вӑл хӑй тавра. Анчах мӗншӗн-ха Луиза Пойндекстер кунта пӗчченех, ҫынсӑрах килнӗ? Эпӗ хамӑн билета вуласа пӑхрӑм, ӑна пӗлетӗп-мӗн, ҫавӑнпа черет ҫитессе лӑпкӑн кӗтсе, хам умра мӗн пулса иртнине сӑнама пикентӗм. Ҫакна каласан, вӑл хӗре хытӑрах ыталаса чуптурӗ те уттара пачӗ. Стёпа мана ҫатана илсе пачӗ. — Питех мар, анчах пӗтӗмпех пӑтранать! — Шӑл ыратать-им? Ачана пӑрахут ҫинче кичемлӗх пуса пуҫланӑ, вара, ҫӗнӗ курӑм-туйӑмсен тӗрлӗ тӗслӗ тетӗри витӗр, унӑн умне час-часах Анфиса мӑнаккӑшӗн савӑшлӑ сӑнӗ — хӑйӗн юмахӗсемпе, чуна хаваслӑ ӑшӑпа ҫупӑрлакан йӑлтӑркка ҫемҫе куллипе — туха-туха тӑнӑ. Вӑл ҫавна кӗлтунӑ чухнехи пекех питӗ йӑваш та лӑпкӑ каласа кӑтартнӑ. Эпӗ урӑх ун пек каламӑп! — терӗ. Пур унта пӗрре ҫавӑн пекки, вӑрланӑшӑн жандармӑран кӑларса янӑскер, — шпион пек сӑнаса ҫӳрет, кайса пӗлтерет, никама пурӑнма памасть! — Лоцман, халь эпир хӑш тӗлте пыратпӑр? — тесе ыйтрӗ капитан. Воропаев хӑнана «философсен» пӳлӗмне илсе кӗчӗ. Пӳлӗмре, Зинӑсӑр пуҫне, пурте пур, анчах американец килни ҫинчен илтсен, вӑл та чупса ҫитрӗ, вара ҫавӑнтах, яланхи пек, хӑй ҫинчен тата юлташӗсем ҫинчен кала-кала кӑтартма тытӑнчӗ. Манӑн тӑван ҫӗршывӑмра ехусем пуҫпулса тӑни ҫинчен пӗлсен, вӑл пирӗн гуигнгнмсем пуррипе ҫуккине, вӗсем пур пулсан, мӗн туса пурӑннине ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. Унтан, темӗнле тӗлӗнтермӗшлӗн сиксе илсе, ҫинҫе сасӑпа ҫухӑрса янӑ: — А! Вӑл савӑннӑ пек мӗкӗрсе ячӗ: — Ӑна пула Никита шӑллӑм та пӗтрӗ. Остап левадинче темиҫе минут каярах мӗн туйса ирттернине пула-и, — ҫав тахҫанхи тек пулас ҫуккине масар чулӗ пит уҫҫӑн калать, — тен тата, ватӑ ветеранӑн шухӑшӗсем ҫамрӑксеннипе пӗр пулнӑран-и… — Ҫӗр, — йывӑррӑн каларӗ марсиан — ҫамкин тирӗ ҫӗкленчӗ. Зегржт шартах сикрӗ, ӗҫне айккинелле пӑрса хучӗ те чӳрече патне пычӗ. Каравана кирлӗ йывӑр япаласене тыткӑнрисем хӑйсем-хӗрарӑмсемпе арҫынсем — йӑтса пынӑ пулсан та, чура сутуҫисем ҫапах япала йӑтма айккинчен те тара тытнӑ. Манӑн пуҫӑм пӗҫерет, ӑшӑм вӑркать. Анчах та урӑх закон, урӑх суд пур. Вара ҫав закон ӑна хӑй мӗн туса хунине лайӑхах кӑтартса парӗ. Эпӗ тусем, вӑрмансем тӑрӑх нумайччен ҫӳрерӗм; эпӗ хама телейлӗ туймарӑм — юри тунсӑхласа ҫӳреме тухсаттӑм; анчах ҫамрӑклӑх, ырӑ ҫанталӑк, уҫӑ сывлӑш, хӑвӑрт утса хавасланни, ҫӑра курӑк ҫинче улаххӑн выртса киленни хӑйӗн ӗҫне турӗҫ-турӗҫех: каллех ҫав асран кайми сӑмахсене, чуптунисене аса илни ман чӗреме тултарчӗ. — Чӑнах-и? Вӗсенчен пӗри кӑна, чи сӳлли те ырханни, ҫав тери ҫӑра сухалли, манахшӑн та, паянхи куншӑн та килӗшӳсӗр янӑравлӑ, хаваслӑ сасӑллӑскер, пуринчен малта пысӑк, хура хӗрес тытса пыни пачах та питсӗр пулнӑ пек курӑннӑ: вӑл кукша пуҫлӑ пулнӑ, унӑн сӑмси питҫӑмартисем тӑрӑх ик еннелле сарӑлса кайнӑ, вара унан кукша пуҫӗпе сухалӗ хушшинче пичӗ вырӑнӗнче урӑх нимӗн те палӑрса тӑман. Пулса иртни ҫинчен ял Советне пӗлтернӗ. Анчах Павел килӗнчен пуҫласа комендатура патне ҫитичченхи ҫула нихӑҫан та манас ҫук. Ҫак паллӑ мар ҫӗр хӗррипе кӑнтӑр еннелле кайсан эпӗ унӑн ҫыранне сӑнаса пӑхрӑм, вӑл 81-мӗшпе 79-мӗш ҫурҫӗр параллельсем хушшинче тӑрать. Аса илме хӑрушӑ. Иккӗмӗш хут та илтрӗм ҫапла пӗр тунмасӑр каланине, анчах ҫак хыпар мана халь савӑнтарсах каймасть. Амӑшӗ ун сӑнӗ шуралса кайнине, тути хӗрри чӗтренине курчӗ, вӑл ирӗксӗрех халӑха тӗрткелесе малалла ыткӑнчӗ. Тепри вара хӑй капитан, анчах укҫи ҫук. — Парӑр мана пилӗк-ултӑ кун срок, вара эпӗ сире Тимошкӑн виллине, е ӑна чӗрӗ халлӗнех килсе парӑп. Ҫавӑ — вӑйӑ пулать вара! — Мӗншӗн кӑсӑк мар пултӑр! Канатӑп та унтан мӗнле те пулин лайӑх кӗнеке вулама пуҫлатӑп, е куҫа мӗн курӑннине ӳкеретӗп, е мӗнле те пулин музыка инструменчӗпе калатӑп (кирек епле пулсан та флейта калама вӗренетӗп). Ҫӑнӑхӗ — пӗр ҫын аллинче, транспорчӗ — тепринче, пекарня — виҫҫӗмӗшӗннинче, — ҫапла вара вӗсен виҫӗ паллӑ мар хисеплӗ уравнение ниепле те тухаймасть. Тен, ку кит тытакансем ҫурҫӗрти тинӗссенче шыракан чӑн-чӑн кит текеннисенчен пӗри пулӗ. Джим валли перосем тума Том тепӗр куннех тӑхлан кашӑк, ҫурта лартмалли пӑхӑр тыткӑч вӑрларӗ тата ултӑ ҫурта илсе тухрӗ; эпӗ, меллӗ самант кӗтсе, пӗрмаях негрсен пӳрчӗсем тавра ҫӳрерӗм, вара ултӑ шӑвӑҫ тирӗк ҫаклатрӑм. — Нимӗн те мар, ан пӑлханӑр… ларӑр ҫавӑнта… Вӑл хапхаран чупса тухнӑ тӗле Иван Иванычпа Христофор атте, пӗри ҫекӗллӗ патакпа, тепри ахаль патакпа сулласа, кӗтеселле пӑрӑнса кӗретчӗҫ. Огнянов Вырлиштницӑ шывӗ патне ҫитиччен тӗттӗм те пулса тӑчӗ. Анчах ҫав пӗр евӗрлӗ картина мана йӑлӑхтарса та ӗлкӗреймерӗ, мӗншӗн тесен ҫула тухнӑ хыҫҫӑн пӗр виҫӗ сехетренех поезд тинӗс хӗрринчен икӗ утӑмра ҫеҫ ларакан Киль хулине пырса чарӑнчӗ. Вара вӑл куҫне хӗссе илчӗ те: «Агитаци ӗнтӗ, пӗлетпӗр…», — тет. Епле кӗпе аркине ҫӗклесе кӑтартмалла-ха вӑл? Вӗренекен ачасене ӗмӗр тӑршшӗпех пӗр япала ҫинчен, Ньютона тӗлӗнмелле пысӑк открыти тума пулӑшнӑ панулми ҫинчен каласа пурӑннипе те, е тата хими лабораторинче те кунӗн-ҫӗрӗн, асамҫӑ пек, кислотасемпе аппаланса ларнипе те ҫырлахма пултараймастӑп. Вӑл кашни ҫӗрех ҫитет, нихҫан та ҫынпа калаҫма памасть, хӑлхине тӑратсах ҫӳрет. — Мӗншӗн-ха эсӗ упа кӑна тытатӑн?» — тесе хӑйса ыйтнӑ пӗрре унтан Клош-Кван. Твороженковӑна нумай пулмасть ҫеҫ бригадира лартнӑ та, вӑл хӑйӗн ӗҫӗ мӗнле йӗркеленсе каясса пӗлмест-ха, ҫавӑнпа та чееленет. Шӑл витӗр: «Сывӑ-и?» — тесе мӑкӑртатса, Базаров хӑй пӳлӗмне кайрӗ, Одинцова Аркадин аллине сӳрӗккӗн чӑмӑртарӗ те иртсе кайрӗ. Ҫак ҫын, таканланӑ чухне кирек мӗнле лашана та кайри ури чӗрнинчен ярса илсе тытса тӑма пултараканскер, ытарлӑн йӑл кулса пӑхакан Лапшиновпа хирӗҫ пулсанах, тӑм тивнипе хӑрнӑ юман ҫулҫи пекех сиксе чӗтреме тытӑнатчӗ. Вӑл пӗтӗмпе те марсельпе стакселе кӑна ҫухатрӗ, ку тӑкака саплаштарма йывӑрах мар. Ҫурт умӗнчи аллея ҫинче вӗрен пусмасем, факелсем, шыв тултармалли фляжкӑсем, киркӑсем, катмаксем, тимӗр вӗҫлӗ туясем, саступсем купаланса выртаҫҫӗ, — ҫаксене пурне те ҫӗклесе каяс пулсан, сахалтан та вунӑ ҫын кирлӗ пулать. Чӳрече леш енче, ирхи ҫил кӑштах вӗлкӗштерекен, ҫурма сирӗлчӗк карӑ тулашӗнче, ҫерем ҫинчекӑвак сывлӑм йӑлтӑртатать. Чернил пур чухне хура вырӑн пулать. Тӑхӑр ҫула ҫитиччен мана йытӑсем те туланӑ, хур аҫи те тӳсме ҫук хытӑ сӑхнӑ. Пӗррехинче тиха ҫав тери хытӑ тапса ячӗ те, эпӗ вилнӗ пекех кайса ӳкрӗм. Дик Сэнд, Остин, Актеон, Бат рейсем ҫине хӑпарчӗҫ, Том штурвал умне тӑчӗ, Геркулес палуба ҫине юлчӗ: кирлӗ пулсан, пушатнӑ шкотсене туртма. Ӗшеннипе шурса кайнӑскер, вӑл йывӑррӑн, тӑтӑшшӑн сывланӑ. Акӑ эпир аннепе иксӗмӗр прошени илсе килнӗ суд ҫурчӗ! — Халех ҫӗҫӗ илсе килӗр. Чӑнах та, ҫак кун пурнӑҫ шӑпи хӑех шалпар та ҫапкаланчӑк кунчалӑ атӑ, форменнӑй курточка тӑхӑннӑ ача пулса (пуҫӗнче ун тӗл-тӗл хура паллӑсем пур, курточкӑран ырханкка мӑйӗ тӑсӑлса тухать), вӑйран сулӑнса ҫитнӗ ача пулса, хӑй патне пыни ҫинчен шухӑшламан ӗнтӗ Николай Антоныч. Сасартӑк тӑван сӑмахсем, ытарайми ҫывӑх сӑмахсем: «Юлташ, тух!» тени илтӗнсе каять. Ҫавнашкал пулнӑ Магацитлсем — хӑватлӑ та усал-хаяр йӑх. Пӑрахут, ҫак ҫунса выртакан йӗр тӑрӑх пынӑ чух, хӑйӗнчен таракан хӗвеле хӑваланӑ пек туйӑнать. Эпӗ сайра-хутра ҫеҫ тӗл пулакан Dytiscus marginatus текен шыв нӑррине тупрӑм, пӗлетӗн-и? Тепӗр кунне, иккӗмӗш сехет тӗлнелле, Инсаров Стаховсем патне кайрӗ. Шухӑшласа пӑхар-ха, Сергей Константинович. Вырӑссен аслӑ писателӗ Шчедрин хӑйӗн юмах-калавӗсенче пӗринче пит те кӗске ӑслӑ тата панкав, анчах хӑйне хӑй ытлашши шанакан, чӑрсӑр бюрократ-самодур сӑнарне кӑтартать. Сирӗн пата, Войсковой хуторне, юланутлӑ ҫур сотня килет, вара сирӗн, пӗрре пӑшал персе ярсанах, сиксе тухмалла та леш… агитколонна ҫыннисене хӑйсен хваттерӗсенчех вӗлерсе пӗтермелле. Олечка, инженер мар, доктор пул эс, — калаҫма тытӑнчӗ Женя, сӗтел ҫинчи тӗкӗре Ольга патнерех шутарса. Вӑл хӑйӗн вӑйӗпе питӗ мухтанчӗ, гарнизонти салтаксемпе патакпа тытӑҫса туртӑнчӗ, пожарникпа виҫӗ каменщика ҫӗнтерчӗ, ҫакӑн хыҫҫӑн ун патне ҫӗр чавакан Тихон Вялов пычӗ те, сӗнсе мар, ҫирӗппӗн хушса:— Халӗ ӗнтӗ манпа, — терӗ. Паллах ӗнтӗ, Валька, ӑна сӑмах парса, ухмахла ӗҫ тунӑ. Ҫӑмах панӑ-тӑк, унӑн шарламалла пулман. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн тӳрре тухма хӑтланать ӗнтӗ вӑл, анчах айӑпне сирме хӑтланнисем унӑн ӗненмелле пулса тухмаҫҫӗ. Салтак ӗххӗм-ӗххӗм ӳсӗркелесе илсе кулать: — Тӗлӗнтеретӗн! — Управляющи пур-и тата? Вунӑ кӑвак билет пӗр хӗрлӗ билетпа танлашнӑ, ӑна ҫав билетсемпе улӑштарса илме юранӑ; вунӑ хӗрлӗ билет пӗр сарӑ билетпа танлашнӑ; вунӑ сарӑ билетшӗн вара директор питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ ачана ахаль хуплашкаллӑ библи панӑ. (Ҫав пурӑнма хӗнех мар вӑхӑтра вӑл библи хӗрӗх цент ҫӗҫ тӑнӑ.) — Э, Сережа! — терӗм эпӗ ӑна, — мӗншӗн турӑн-ха эс ҫакна? — Чӑнах та, — терӗ вӑл, — эсӗ вилсе кайманнинчен тӗлӗнмеллех вара. Вӑл тухса кайсан, эпӗ хам пӗлсе юлнӑ сӑмахсене пурне те алфавит тӑрӑх ҫырса хутӑм, вӗсен тӗлне вӗсем мӗне пӗлтернине кӑтартрӑм. — Улпутсем килте ҫук, сэр, — терӗ вӑл, Артурӑн таса мар тумтирӗ тата тирпейсӗр тӑраткаланса кайнӑ ҫӳҫӗсем ҫине йӗрӗнсе пӑхса. «Мӗн кирлӗ сире манран?» вӗсене ҫырлахтарас кӑмӑлӗ пур пек, ыйтрӗ Екатерина. — Ҫывӑратӑп, — терӗм эпӗ хаяррӑн. Алексее ҫакӑн пек ыйтни тарӑхтармарӗ те, ҫиллентермерӗ те. Миравая прошени пар. Нумайранпах ӗнтӗ хаҫатсем Дон ҫинчи ҫапӑҫусем ҫинчен пӗлтермерӗҫ. Сасартӑк Информбюро сводкинче Дон ку енчи, Атӑл патнелле, Сталинград патнелле каймалли ҫул ҫинчи ялсен ячӗсене асӑнса илчӗҫ. Мӗн чухлӗ ырӑ, туслӑ сӑнсем пӑхса, кулса тӑчӗҫ тӗттӗмлӗхрен, вӗсем темӗн чухлӗ асаилӳ ҫуратрӗҫ, ахаль те тулса ҫитнӗ чӗрене ӑшӑпа тултарчӗҫ! Анчах эпӗ вӑл лекме ӗмӗтленекен ҫӗрте нимӗн лайӑххине те курмастӑп, ҫавӑнпа тӑрӑшма та шутламарӑм. — Ҫук, ҫук, эсир итлӗр ҫеҫ ӑна, — ҫивӗчленчӗ Гаррис, — ку ӗнте чӑн-чӑн большевикла. Епле эсӗ апла, ҫывӑрассинчен интереслӗрех япала нимӗн те тупаймастӑн? — Питӗ лайӑхскер! питӗ лайӑхскер! — ҫатӑртатса илчӗ Ситников. — Паллаштарӑп сире. Ӑслӑ хӗрарӑм, пуянскер, упӑшкасӑр. Вӑл, чирлӗ пек, сулланкаласа макӑратчӗ. — Мӗне? — ыйтрӗ хохол. Паянтан пуҫласа курӑнмаллах ҫакса ҫӳретӗп. Шывсикки патне ҫитме виҫҫӗр-тӑватҫӗр фут юлсан ҫеҫ шыв тӗпӗ сакӑлталанать пулас та, юхӑм хӑвӑртланать. Тӳпе анинчен тулли Уйӑх ҫутатать. Оленин та, ҫавӑн пекех туса тата пӗшкӗнсе, ун хыҫӗнчен утрӗ. Вӗсем ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса пынӑ. Манпа пӗрле пулма килӗшместӗр-и эсир? Нимӗне те юратмастӑп… Вара вӑл, хӑйӗн ҫав тери пысӑк ачашлӑхне пула, хӑрах аллипе ӑна хӑй ҫумне ҫупӑрларӗ те тепӗр аллипе унӑн пурҫӑн евӗр ҫӳҫне ачашлама тытӑнчӗ. Анчах Комиссар унӑн чунне «уҫас» ӗмӗте пӑрахмарӗ. Шалчасем, сенӗксем, кивӗ пӑшалсемпе ҫӗнӗ пӑшалсем, сунарҫӑ ҫӗҫҫисем, кистенсем, пӑшатансем, тимӗр пӑталлӑ чукмарсем — ҫаксем пулнӑ ӗнтӗ вӗсен хӗҫпӑшалӗсем. Инҫетри тискер ҫӗршывсене кайнӑ чухне моряксем ялан ҫавнашкал япаласем илеҫҫӗ. Эпӗ унӑн тусӗ иккенне кала эс, вӑл хӑйӗн пур приходӗнчи ҫынсене пурне те хӗҫпӑшалланма хуштӑр. Ӑна арена ҫине кӗртесшӗн мар, ӳкӗтлеҫҫӗ, анчах вӑл хӑлхана та чикмест, ҫавӑнпа тӑхтав тума лекрӗ. — Камшӑн? — Вӑл паян пирӗн патра хӑнара пулать-и? — Мӗншӗн тесен, вӑл чаплӑ ҫын пулнӑ пулсан, — мӑкӑртатса илчӗ вӑл, — пардон, ваш благородие офицер. Каярахпа эпӗ пилӗк е ултӑ тӗрлӗ ҫулхи струльдбругсене куртӑм, вӗсенчен чи кӗҫӗнни те икҫӗр ҫултан иртнӗччӗ. Вӗсене манпа та чӗнсе килнӗ юлташсем эпӗ питех те паллӑ ҫулҫӳревҫӗ пулни ҫинчен, эпӗ пӗтӗм тӗнчене курса ҫӳрени ҫинчен каласа пачӗҫ. Анчах струльдбругсем ҫакӑнпа пӗрре те интересленмерӗҫ. Эпӗ мӗн курса мӗн тӳснисем пирки вӗсем мана пӗр ыйту та памарӗҫ. Вӗсене пӗр япала кӑна интереслентернӗ. Ҫак япала вӑл сломекудаск, урӑхла каласан, вӗсене асӑнмалӑх мӗн те пулин панӑ япала пулать. Ҫакна вӗсем ыйткаламалли чи лайӑх мел вырӑнне шутлаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем халӑх шучӗпе пурӑннипе закон тӑрӑх ыйткаласа ҫӳреме пултараймаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, халӑх шутӗнчен вӗсене питӗ сахал параҫҫӗ, ҫавӑнпа вӗсем питӗ япӑх пурӑнаҫҫӗ. — Санӑн ҫемье таврашӗ пур-и? Виҫҫӗмӗш свидетелӗ ҫапла каларӗ: «Час-часах эпӗ ҫав ҫӗҫҫе Поттер аллинче куркаланӑччӗ», — терӗ. Виҫӗ юлташне персе пӑрахнӑ, вӗсем хӑйсемех чавнӑ шӑтӑкӗсенче выртнӑ. — Вӑл хӑй ыйтрӗ, — терӗ Андрей, сывлама чарӑнса. Амӑшӗ ун ҫине сӑмахсӑр ӳпкелешсе пӑхрӗ, Софья ӑна асӑрхаттаракан сасӑпа систерчӗ: — Эпир Егор Иванович ҫинчен калаҫсаттӑмӑр… Тӗтӗм ҫӗкленчӗ. Аякри ращаллӑ сӑртсем курӑнми пулчӗҫ, колонна ҫийӗпе куҫа курӑнман осколоксем хыттӑн шӑхӑрса иртрӗҫ. Хӗвел аниччен эсир нимӗнле условисемсӗрех парӑнмастӑр пулсан, эпир замока штурмлама тытӑнатпӑр! Ҫавӑ маншӑн пурӑнӑҫран та хаклӑрах. Анчах та вӑл ӗлӗкхи пекех савӑнӑҫлӑ. — Пӑх-ха, шуйттан, пурне те пӗлет! — терӗ хӑй ӑшӗнче Лукашка, вара унӑн пичӗ ҫинче пӑшӑрханма тытӑнни палӑрчӗ; анчах казак хӗрӗсем йышлӑн тӑракан кӗтесселле пӑхса илчӗ те вӑл, лашине унталла ҫавӑрчӗ. Лупасӗсенчен колхоз вити тӑвас. Владимир пуринчен ытла хӑй каймалли енне ҫухатас мар тесе тӑрӑшнӑ. Укҫи вара унӑн нумаях пулман. Нью-Плимутран инҫе те мар пӗр туземец ултҫӗр гектар ҫӗр тытса тӑнӑ. Вӑл хӑйӗн ҫӗрне Англи правительствине сутнӑ. Миките тӗлӗрсе пынӑ. Унтан, икӗ трубкине те вырӑна хурса, ывӑнчӑклӑн ыйтрӗ: — Япаласем илмелли аттестат пур-и? Алексей та, Оля та ятарласах тӗл пулас тесе шутламан, тен вӗсем пӗр-пӗрин ҫинчен аса та илмен пулӗ, мӗншӗн тесен пӗрле вӗреннӗренпе вӑхӑт нумай иртнӗ пулнӑ. Пӗлетпӗр эпир сана! Хальхинче никам пырса перӗнмеллле мар чуллӑ ҫӗрӗн ҫийӗпе, сӑртсен тайлӑмӗнчен ҫур милӗн ҫурринчен инҫе те мар ҫавӑрӑнса ҫӳрет кондор. Ромашов хӑй чӗрҫийӗ ҫинче тӑнран тухаслах ҫапкаланакан пуҫ патне ҫывӑхах пӗшкӗнчӗ. Ҫав условине туса ҫитересси пит те йывӑр пек туйӑннӑ. Тӑватӑ сехет тӗлне вунӑ минут ҫитиччен Стаховсен дачин крыльци умне тара тытнӑ карета ҫитсе чарӑнчӗ те, ун ҫинчен лайӑх та илемлӗ тумланнӑ ҫамрӑк ҫын анса, хӑй килни ҫинчен пӗлтерме хушрӗ. Анчах кӑшт ҫеҫ хускалса илни те ман челнок хӑйне хӑй тыткаланине улӑштарса ярать. Бухтӑна халь килсе ҫитнӗ ҫил хумхатма тытӑнчӗ. Лось, сыхланмасӑрах, вилесем патне чупса пычӗ. Сыпӑклисем ултӑ ушкӑна пайланаҫҫӗ: хурт-кӑпшанкӑ, нумай ураллисем, эрешмен йышшисем, рак евӗрлисем, мӑйӑх ураллисем, ункӑллӑ хуртсем. Ҫук, аттеҫӗм, тусем хушшинче чӑн-чӑн тухтӑрсем пур. Мана ку мӗн усси? — Ах, эсӗ акӑ ӑҫта ларатӑн, хаклӑ ырлӑхӑм! — терӗ вӑл юлашкинчен, хӑй шыранӑ япалине хыпашласа тупсан. Ҫав стрелка пилӗк минут тӗлне ҫитнӗ самантра темле хӑрушӑ ӗҫ пулса иртес пекех, Алексей ун ҫине шикленсе пӑхса илчӗ; стрелка утмӑл тӗлне ҫитсенех, вӑл тӳрех ура ҫине сиксе тӑчӗ те, йынӑшса ярса малалла шурӗ. — Мӗн сӗнетӗн вара эсӗ? — ыйтрӗ Давыдов. Халӗ ыйтатӑп эпӗ сиртен, турӑ умӗнче виҫҫӗшӗнчен хӑшӗ тӗрӗсрех тунӑ — хӗр, авланакан каччӑ е хурах? Чӑннипе калаттӑм эпӗ — мана ӗненместчӗҫ: эпӗ улталама вӗрентӗм; эпӗ светпа общество пускӑчисене лайӑхрах пӗлсен, пурнӑҫ йӗркине ӑста пӗлсе ҫитрӗм, хӑватӑма ҫухатса та тӑрӑшса илекен хам тупӑша ыттисем нимӗн тӑрӑшмасӑрах, ӑсталанмасӑрах илетчӗҫ, вӗсем телейлӗ пулнине кураттӑм. — Мӗншӗн-ха обязательно фашизма хӳтӗлекен ҫын пулса тӑмалла? Кочегарсем вӑл лӑпӑртатма юратнинчен, картла вылянинчен кулатчӗҫ пулсан та, ӑна вӗсем ытти ҫынсенчен лайӑхрах пӑхни палӑратчӗ. — Машина пушӑ, — тенӗ мастер инспектор еннелле ҫаврӑнса. Николай Петрович вӑл вӑхӑтра хӑйӗн ҫӗнӗ усадьбине халь кӑна куҫнӑ пулнӑ, хӑй патӗнче крепостной ҫынсене тытасшӑн пулманнипе, тара тытма ҫынсем шыранӑ. Хӗрарӑм хӑй енчен хулана ҫынсем сахал килсе кайни ҫинчен, йывӑр вӑхӑт ҫинчен каласа пӑшӑрханнӑ. Антипӑн, аван мар япаласем ҫинчен аса илнипе пулмалла, тӗксӗмленнӗ сӑн-пичӗ ҫине Ҫӑрттан нумайччен сӑнаса пӑхса ларчӗ, юлашкинчен вара вӑл мӗн каланине ӗненчӗ те тарӑхса ыйтрӗ: — Полици ӑҫта пулнӑ вара, ҫӗр ҫӑтасшӗ?! — Шыракан командӑра тӑваттӑн пулаҫҫӗ. Эсӗ кайӑн… Эсӗ, эсӗ. Акӑ Александра Петровна кӗтмен ҫӗртенех тӳрленчӗ, пуҫне ҫӗклерӗ те тарӑннӑн сывларӗ… Ытти вунпилӗк дами стенасем ҫумӗпе ларса тухнӑ та пӗчченлӗхе путнӑ, хӑйсем пурте ҫакӑ вӗсемшӗн ним те мар пеклӗн курӑнма тӑрӑшаҫҫӗ. Выртакансен кровачӗсене колоннӑна вырнаҫтарчӗҫ. Чӑн та ҫав, Алексей ҫав тери ҫине тӑрса туса ирттерекен упражненисенче темле фанатикла япала пулнӑ, ҫавна пула вӑл шаман евӗр пулса тӑнӑ. Эсӗ аттене ман пекех юратман вӗт. Сапун-тӑвӑн айлӑмӗпе тайлӑмӗсем ҫинче известь тусанӗ явӑнать, пуҫ ҫине чул пӗрчисем тӑкӑнаҫҫӗ, Пехотинецсемпе артиллеристсем, пӗр вуникӗ ҫын, туппа кӳлӗнсе, тӑвӑн чӑнкӑ тайлӑмӗ ҫине чупса улӑхса кайнине аса илчӗ Воропаев. Ҫак вӑхӑтра ӑнлантӑм та эпӗ хамӑн умра чӑн-чӑн журналист тӑнине. Анчах ҫавӑнтах вӑл хӑй ӳкнӗ чухне хӳрери кӗсмене ҫурмалла хуҫнине курчӗ. Анчах ӗҫе татса хуракан сигнал пама никам та хӑяйман. Ун хыҫҫӑн грот-мачтӑпа фок-мачта хушшинчи стаксельсене лартрӗҫ, — ҫакӑнпа парӑс хӑпартас ӗҫ пӗтрӗ. — Ҫапла ҫав! Степан Иванович сывлӑша шавлӑн туртса ҫӑтать те, унӑн чӑннипех сӗлехи юхма пуҫланӑ пек туйӑнать, анчах Комиссар лӑпланмасть: — Кайран вара пӗчӗк кӑвайт умне плащ-палатка саратӑн, тӗтӗм шӑрши кӗрекен чей ӗҫетӗн, тата кашни мускула ӑшӑ ҫаптарма пӗр лайӑхрах черкке ҫавӑрса хуратӑн, э? Шӑплӑхра Лапшинов епле ӗсӗклени, шӑлӗсене шатӑртаттарни тата шӑпӑртатса Лапшинов сухалӗ тӑрӑх юхакан юн витрене янӑратса пӑт-пӑт-пӑт тумланни кӑна илтӗнсе тӑчӗ. Ку вӑйӑра грингосен улталамашкӑн тӗрлӗрен майсем пулнӑ. Ҫакна географ пушӑ куҫ шӑтӑкӗсенчен пӗлчӗ. Даша инке, эпӗ вӗт сире ӗлӗкхи вырӑнтах шырарӑм. Г тӗлне ҫитсен, магнит тӗнӗлне япаласене хӑй патне туртса илекен вӗҫне Д патнелле туса ҫавӑрсан, утрав самантрах чалӑшшӑн ун патнелле каять. Юлашкинчен, Гаврила ҫурӑмӗнчен атӑ кӗли вирлӗнех лекет, вӑл сиксе тӑрать те, ҫаплах куҫне уҫма хӑраса, ларкӑч ҫине ларать, унтан кӗсменсене хыпашласа тупса, киммине малалла хускатса ярать. Тасатнӑ аттисем йӑлтӑртатса тӑраҫҫӗ, ҫӳҫне кастарнӑ, вӗсем ӗлӗкхи пек вирелле тӑмаҫҫӗ, вараланчӑк кочегар халӗ пӗтӗмпех урӑхла курӑнать. Марья Николаевна вара вӑхӑта сая ямарӗ. Тухатмӑш тӳрех читокӑна кайрӗ, ҫавӑнтах ун патне халӑх пуҫтарӑнчӗ. «Ҫапла, — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче, парӑнса ҫӗнтерӳҫӗ аллине лекнӗскер, — кунта темӗнле уйрӑмах тарӑн та чӑн-чӑн чӗрӗ туйӑм…, чуна тытса илекен тӗлӗнмелле поэзи пур, ӑна нотӑсенчен илме ҫук». Вӑл авалхи грексен чӗлхипе калаҫнине эпӗ аран-аран ӑнлантӑм, вӑл хӑй те мана сахал ӑнланчӗ. Вӑл аллисене чӗркуҫҫи ҫине хунӑ та, вилнӗ ҫын умӗнче нимӗн чӗнмесӗр, макӑрмасӑр, нимӗне илтмесӗр, Артамоновӑн юр пек шурӑ сухалпа илемлетнӗ чул тӗслӗ сӑн-пичӗ ҫине тинкерсе пӑхса ларнӑ. Эпӗ итлеме пуҫларӑм, вара, чӑнласах та, ку тапхӑрӗнче хам ята уҫҫӑн каланине илтрӗм. Малтанах эпӗ мӗн тумаллине ӑнланаймарӑм, кайран тавҫӑрса илтӗм — кивӗ ӑпӑр-тапӑр хушшинчен катмак тупса патӑм. Хурлӑхлӑ юрӑ татӑлчӗ, калаҫу татах шӑпланчӗ, урасем чул ҫине хыттӑн ҫапӑнни кӑна урама уҫӑ мар тикӗс сасӑпа тултарчӗ. Эпӗ ҫав экспедицирен Пысӑк Ҫӗр ҫине ҫитнӗ пӗртен-пӗр членӑн — штурманӑн дневникӗсене вуласа тухрӑм. Аркадий, пӗр пӑлханмасӑрах мар, Феничка кам иккенне кӗскен ӑнлантарса пачӗ. — Пирӗн вилӗм темӗн пек асаплӑ пулсан та, пурпӗрех пирӗн кура-тӑрах вилес пулать. Лайӑх ҫанталӑкра Глюмдальклич кашни ирех мана уҫӑ сывлӑш сывлаттарма ман ещӗке чӳрече ҫине лартатчӗ. Сӑмах майӗпе каласа хӑварам: эпӗ Англире кайӑк читлӗхӗсене чӳрече тул енне пӑтаран ҫакса янӑ пек хамӑн ещӗке ҫактарма нихҫан та килӗшместӗмччӗ. Астӑватӑп, пӗрре ирхине Глюмдальклич вӑл ещӗке лартрӗ те таҫта тухса кайрӗ. Эпӗ чӳрече уҫрӑм та тутлӑ кукӑле ҫиес тесе сӗтел патне лартӑм. Сасартӑк кукӑль шӑршине сиссе пӳлӗме пӗр ҫирӗм сӑпса вӗҫсе кӗчӗ. Марья Ивановна княгиня хӗрӗх ҫулалла ҫитнӗ ҫӳлӗ, яштака хӗрарӑм. Пӗртен пӗр хам тумалли ӗҫ вӑл, пӗр эпӗ ҫеҫ ӑна хӑтарма та пултаратӑп! — кӑшкӑрса ячӗ хӗрсе кайнӑ Кралич, хӑй каллех урай тӑрӑх хӑвӑрт уткалама тытӑнчӗ; сӑнарӗ хӑйӗн кирек мӗнле паттӑрла ӗҫе тытӑнасса та кӑтартрӗ. Эпӗ лӑпкӑ выртнине курсан, ҫак ҫынсем ухӑлама чарӑнчӗҫ, анчах хама илтӗнекен шав сассинчен эпӗ ҫынсем нумайлансах пынине сисрӗм. Ку сан шутпа мӗнле, аван-и? Малтан эпӗ шкул тенине чӑтма пултараймастӑм, кайран майӗпе-майӗпе хӑнӑхса пытӑм. Нивушлӗ мана илтместӗр эсир?.. Ку тӳперен хӗвелтухӑҫ енне пӑхса тӑма та пит меллӗ — инҫетри сӑрт-тусен катрашкаллӑ ҫурӑмӗсем палӑраҫҫӗ, унта Клисурӑ ҫарӗн «йӗркисем» вырнаҫа-вырнаҫа тухнӑ. — Сан патна ҫӗвӗҫӗ кӳршӗ килсе кайрӗ, тата кунти 6удочник паян приставок менелникӗ пуласси ҫинчен пӗлтерме кӗнӗччӗ, анчах эсӗ питӗ хытӑ ҫывӑраттӑн та, пирӗн сана вӑратас килмерӗ, — тенӗ. Слободкӑри ҫырма хӗррине туса лартнӑ пӳртсенчен пӗринче ытла ҫуттӑн курӑннине асӑрхарӑм; вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе йӗркесӗр шавлани те, кӑшкӑрашни те илтӗнет, унта ҫар ҫыннисем ӗҫкӗ ӗҫеҫҫӗ ӗнтӗ. «А ну, ачасем, тутара хӑваласа пӑхмастӑр-и? Унӑн куҫӗсем ҫеҫ выляҫҫӗ. Калинкке патӗнче урапа ҫинчен пиртен ҫӗленӗ пиншакпа брюки тӑхӑннӑ ҫӳллӗ мар ҫын анчӗ. Ку ыйту ҫине нимле хурав та тупӑнмасть. Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫӗнче ҫӗр океаналла ҫинҫе те айлӑм сӑмсах пек кӗрсе тӑрать. Вӑл вулама чарӑнчӗ те мана сиввӗн: «Хӑвна тӗрӗсе кӑларас тӗлӗшпе мӗн калама пултаратӑр ӗнтӗ?» — терӗ. — Чее, усал старик, — терӗ Веткин. — Анчах сирӗн тыткӑнри лаша, — терӗ тата вӑл, мустанг ҫине кӑтартса, ҫав вӑхӑтрах тата мустангера куҫӗнчен ыйтнӑ пек пӑхса, — сирӗн тыткӑнти лаша халь аллӑ вӗренмен пек туйӑнать. Мустанг тытакан ҫыннӑн кил-ҫурчӗ Рио-де-Нуэсес шывӗн пӗр юппи пулакан Аламо шывӗ хӗрринче пӗр чаплах мар, ҫапах та хитрен курӑнакан кил-ҫурт ларнӑ; кун пек кил-ҫуртсем Техасра тем чухлех. «Передаточнӑйпа ҫырса хуни» мӗн тата? Хамах ухмах пулса юлаттӑм. — Санӑн ҫав кунах каламалла пулнӑ! Мересьев хӑй асапланнине чунтанах пытарса пурӑнчӗ, врачсем калаҫни хӑйшӗн интереслӗ мар пек кӑтартма тӑрӑшрӗ. Мӗнле, ӑна хӑйне вӗлермелле-и? Каяр, ачасем! Вӑл вӑрманта хӑйӗн коллекцине пуянлатма пултаракан пӗр хурт-кӑпшанкӑ та тупайман. Уяр ҫиҫӗм ялтӑраса кайни те сисӗнмест. — Мӗн чухлӗ тӳлемелле-ха сан? Пӗтӗмӗшле илсен, кӑҫал «Пилигримӑн» ӗҫӗ ӑнмарӗ. Чӳречесене хупӑрласа илнӗ сиреньпе акаци тӗмӗсем те сулхӑн памаҫҫӗ. Парӑр-ха, сирӗн урӑра ҫыхса ярам; суранӑр хӑрамалла мар, юна чарсан авантарах пулать. Эпӗ ҫав сӑмахсене Андрей Петровича каласа кӑтартрӑм, вӑл ӑна килӗшмерӗ. Хӑшӗ тӗрӗс вӗсенчен? Ҫӗррӳне пар та, халех киле кай. — Кам тата? Ҫак самантра Артамонов каллех хӑйӗн ҫылӑхӗн пӗр пайне ывӑлӗ ҫине хурсан тӗрӗс пулать, тесе шухӑшларӗ. Мӗнле пулсан та, Жозе-Антониу Алвиш факторийӗнче Бенедикт пичче тупӑнмарӗ. Таркӑнсем удупан хӳми хыҫӗнче пытанса вулкана сӑнаса тӑраҫҫӗ. Вӗсем пурӗ улттӑ: Европа, Ази, Африка, Ҫурҫӗрпе Кӑнтӑр Америка, Австрали, Антарктида. Часах вӑл-ку иртрӗ, Катя «Столетие открытий» ятлӑ кӗнеке вулама тытӑнчӗ. Икӗ жандармпа слободкӑри Рыскин пристав, урисемпе хытӑ тӑпӑртатса, сентре ҫинчен кӗнекесем антарса, сӗтел ҫине офицер умне купаларӗҫ. Эпӗ улӑп ҫынсемпе пит пысӑк япаласем хушшинче пурӑнма хӑнӑхнӑччӗ, ҫавӑнпа пӗчӗк пӳллӗ лутра ҫынсем ытла та илемсӗр туйӑнса кайрӗҫ. Пӗр пӗрчӗрен пӗр пучах ҫуралать, этем вара пӗр усӑсӑр ҫухални — ӗҫ мар вӑл!.. Йӗри-тавра хурлӑхлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ, хӑйне хӑй пӗлмесӗр тенӗ пек алӑк патнелле темиҫе хут ярса пусрӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах хурал пӳлӗмне часовой кӗчӗ те алӑка хупса ҫӑрапа питӗрсе илчӗ, хӑй алӑк умӗнчи пукан ҫине ларчӗ. Эпӗ океансенче пулнӑ карапсен пуҫӗсем ҫинчи касса тунӑ кӗлеткесене пӑхса пытӑм. Хӑлхисем ҫине хӑлха унки ҫакнӑ, пӗтӗрнӗ мӑйӑхлӑ, тикӗт ҫапнӑ ҫивӗтлӗ ватӑ моряксем ҫине пӑхатӑп. Вӗсем ҫыран тӑрӑх тинӗсри мӑран утӑмпа йӑтӑнса утаҫҫӗ. Вӑл кунхине те, декабрӗн 15-мӗшӗнче те, тата тепӗр каҫӗнче те «Дункан» пӗрре кӗрсе ӳкнӗ хӑрушлӑхран ниҫтан хӑтӑлаймарӗ. Дремовӑри пекарь Мурзин — ӗҫке ернӗ тата ҫапӑҫма юратакан ҫын — вӑрӑ судья умӗнче тӑнӑ пек, юпа евӗрлӗ хытса тӑрса, хӑйӑлтатакан сасӑпа калаҫнӑ: — Тӗрӗс: турӑ — инҫетре. Таптаса такӑрлатнӑ ҫӗр ҫине шурӑ туяпа чӗркелесе, ҫынсем ҫине пӑхмасӑр, Никита вӗрентсе ларнӑ: — Ҫын мӗн чухлӗ ирсӗртерех, турӑ унран ҫавӑн чухлӗ ҫӳлерех, — ӑна эпир хамӑрӑн ҫылӑхсем ӑшӗнче ҫӗрнӗ шӑршӑ хӑвалать. — Сучӗ хӑҫан пулать? Андрей ҫапах та кил хуҫи арӑмӗпе калаҫмах шут тытрӗ. — Апла-тӑк, кайӑр эппин, хаклӑ ҫыннӑм, — терӗ Паганель. Пурне те сывлӑх суннӑ хыҫҫӑн пуҫне тайса илчӗ. — Азиатсем — йӗрӗнсе мӑн сасӑпа калать, йывӑррӑн ура ҫине тӑрать те мана: — Пешков — марш, тесе команда парать. — Пӗлетӗн-и мӗн: юл. Пуҫне ҫийӗ те, манӑн мӗнле пурӑнас, теттӗм. Никама та нимӗн те калас ҫук эс! Ку таврашра ун пек ӗҫсем пулманни нумайранпаччӗ-ха, тӗрӗксем ҫакӑншӑн тем пек тавӑрасшӑн ҫунаҫҫӗ. Тухтӑр, манан чӗлхене пӑхасшӑн, хӑлхана пӑхасшӑн пулнӑ пекех, ман паталла утса пычӗ. Анчах та вӑл кӗскен ҫеҫ:— Саня, — тесе хучӗ. Унтан ӑна кичем пек пулчӗ те, вӑл юлташӗсене шырама утрӗ. — Ӑҫта кайрӗ? Эпӗ вӗсемпе тавлашма, ятлаҫма тытӑнтӑм, анчах сасартӑк хӑраса ӳкнӗ пекех пулса, манӑн студентсене хӳтӗлеме кӑмӑл та, сӑмахсем те ҫуккине туйса илтӗм. Астӑватӑн-и, аҫа йытӑ хӳри?.. Упӑшки ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, вӑл:— Эсӗ Ильяна ӑҫта ятӑн ҫав? — тесе ыйтрӗ. Куҫӗсем ун ҫап-ҫутӑ. — Юрӗ, юрӗ, хатӗр; анчах шанатӑп, Малтан ӗҫӗм ҫинчен каламаИрӗк паратӑр пулӗ, тетӗп. Павел хӑй патне ҫывӑхарса пыракансем ҫине пӑхса хӑйне сырӑнса илнӗ хурт ушкӑнӗ пек ҫаврӑнакан «Мӗн тӑвас?» тенӗ шухӑшӗсем хушшинче аптӑраса ҫитрӗ. Николай Антоныч учительсен пӳлӗмӗнчеччӗ-ха. Ун хыҫӗнче темиҫе ӳпле, хӳшӗсем тата ҫӗрпӳртсем пулнӑ. Паян эпӗ Ҫурҫӗр флочӗн ҫар совечӗ янӑ самолетпа Мускава вӗҫсе каятӑп. Шурӑ ҫӑмлӑ кӗрӗк тӑхӑннӑ пӗр хулӑнламас ача, хулпуҫҫи ҫине кӗреҫе ҫӗклесе иртрӗ, пӗр мӑйӑхлӑ моряк ӑна хулхушшине ҫӗклесе илчӗ те кӑштах йӑтса илсе кайрӗ, эпӗ вара Полярнӑйра ачасем пите сахал пулӗ тесе шухӑшласа илтӗм. — Заполярьене! Урайӗ — каштасем ҫинче пӳрнесемпе тытнӑ чей чашки пек тытӑнса тӑрать; каштисен вӗҫӗсене юпа ӑшне ҫирӗплетсе лартнӑ, юпаран икӗ рычак тыттарнӑ, вӗсенчен кашнинченех икшер лаша кӳлсе янӑ, вӗсем пӗрмай утса ҫӳресе урайне ҫавӑраҫҫӗ. Палехри, Холуйри, Мстерӑри «богомазсем» ҫирӗм ҫынна яхӑн ӗҫлеҫҫӗ; пурте ҫитцӑ кӗпесемпе ҫухисене йӳле ярса, тикран ҫӗленӗ аялти йӗмсемпе ҫара уран е ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑнса лараҫҫӗ. Пӗрре эпӗ ун патне кӗтӗм: хӗр улӑм пукан ҫинче ларать, пуҫӗпе сӗтел кӗтессине тӗреннӗ. Вӑл вӗсене пӗр ҫын юлмиччен тытса пӗтернӗ пулӗччӗ — Дубровский хӑй те вӗҫерӗнеймӗччӗ, укҫа парса та хӑтӑлаймӗччӗ. Ҫӳле хӑпарнӑ чух эпӗ терраса ҫине чупса кӗтӗм. Мӗнпе те пулин кӑмӑллӑ пулсан, старик пичӗ ҫинчи пӗрӗнчӗкӗсене чӗтретсе кулнӑ, ун пек чух унӑн сӑн-пичӗ кашни самантрах улшӑнса тӑнӑ; типӗ, ҫӳхе тутисем чӗтрене-чӗтрене илнӗ, ҫӑварӗ хура шӑл тӗпӗсене йӗртерсе, тӑсӑлса, карӑнса кайнӑ, хӗрлӗ сухалӗ вут пек йӑлкӑшнӑ, кулли — тутӑхнӑ тӑпсасем чакӑтартнӑ пек сасӑланнӑ. Эпӗ вара хӑвӑртрах пӗрер страница вулакан пултӑм. Малтан пӗрер сӑмах ҫеҫ вуласа кӑларкалаттӑм. — Акӑ, — терӗ Ольга. Кам патне кӗнӗ эсир? Вӑхӑтлӑх правительство ячӗпе вӑл пурне те вилӗм батальонне чӗнетчӗ. Вӑл вӑранать те ун умӗнче, йывӑҫ турачӗ ҫинче, вутӑш хӗрӗ ларнине курах каять. Лешӗ вара хаваслансах чӗлӗм патне чупрӗ. Ыйтатӑп санран: хам ирӗкӗмпе сан умӑнта чуралӑха парӑннине пӗлтерсе, Моисей саккунӗ тӑрӑх, пӑталаса хурсам ман хӑлхана. Унӑн ури айӗнченех сасартӑк урай шуса кайни сисӗнчӗ. Тытӑр анӑ, штабс-капитан, эпӗ алӑка питӗрсе хуратӑп. Степан Иванович кайнӑранпа вӑл темле уйрӑмӑнах вӑйсӑрланчӗ. Ватӑ хуҫа арӑмӗ собора ҫаратрӗҫ ӗнтӗ тесе кӑшкӑратчӗ, хуҫа ӑна чаратчӗ: — Мӗн пуплетӗр, анне, илтӗнет-ҫке ӗнтӗ, вӑл пушар чанӗ мар! — Ав, чакалкӑсем улаҫҫӗ, — тесе хушрӗ те вӑл хӑлхине чанк! тӑратрӗ. — Кутузов? Мӗн тери хитре ҫырнӑ тата. — Халӗ кайсан та юрать, хӑван каяс килет пулсан. — Ковалев Кавказран килнӗ коллежски асессор пулнӑ. Вӑл ку звание илни икӗ ҫул ҫеҫ-ха, ҫавӑнпа та ӑна вӑл пӗр минутлӑха та манма пултарайман; чаплӑрах пулас тесе, вӑл хӑйне нихҫан та коллежски асессор темен, яланах майор тенӗ. Ҫавна калама вулаканран ирӗк ыйтса илетӗп. — Хо-хо! — хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ Умрихин. Хулана намӑс ан ту, кӑтарт-ха ҫак чӑх чӗпписене! Малтан хамӑр шӗшкӗлӗхпе, унтан ҫаран тӑрӑх кайрӑм, эсӗ пӗлетӗн пулӗ, унта, ҫырма кӗрсе ҫавӑрӑнса тухакан вырӑнта, ҫурхи шыв тулса юлнӑ тарӑн вар пур, курнӑ пӳлӗ эсӗ, ун хӗррисене хӑмӑш ӳссе тулса ларнӑ. Унтан каллех хам вырӑна ларса, алӑри апата пысӑк тунсӑхпа ҫиме тытӑнтӑм. — Sauvez-moi, sauvez-moi, mon bon monsieur! — тесе сӳпӗлтетнӗ Лежёнь. Ӑна урамра Весовщиков кӗтсе илет, — паллах, вӑл гримпа пулать, — ун ҫине пальто уртса ярать, ҫӗлӗк парать те ҫул кӑтартса ярать. — Эпӗ ҫапах та кайса килетӗп, — хӑйӗннех печӗ Давыдов. «Аппаратра ӗҫлекен ҫынӑн типлӑ хакӗ, шухӑшларӗ Воропаев. Юр хӗвсе тултарнӑ урамсем тӑрӑх площадь еннелле ҫынсем пиншерӗн туртӑна пуҫларӗҫ. — Эпӗ, эпӗ! — хаваслӑн ҫиҫсе илсе, йӑл кулса ответлетчӗ Яша. — Тархасшӑн, тӳррипех кала, — пӳлчӗ Макҫӑм тӳсеймесӗр, — тепри ҫиллес-и? Хӑшпӗр помещиксем, ҫавана хӑйсем тӳлесе илсе, ҫынсене ҫав хакпах кивҫенле салатса пама хӑтланса пӑхрӗҫ; анчах ҫынсем килӗшмерӗҫ; хуйха та ӳкрӗҫ: вӗсене ҫавана шаккаса унӑн янӑравне итлес, алӑра ҫавӑркаласа пӑхас, ултавҫӑ мещанин-усламҫӑран ҫирӗмшер хутчен: «Мӗнле, тусӑм, ҫави питех мар-и?» тесе ыйтас хаваслӑхран хӑтарнӑ. — Хисеплӗ ҫынӗ аяккалла кайсан, пирӗн енӗ Ситанова вӑрҫма тапратрӗ: — Мӗн тума сиксе тухрӑн, кашта? — Апла пулсан, Роберт ҫак енче ҫеҫ ҫухалма пултарнӑ? — терӗ майор, хӑй пичӗпе сӑрт еннелле ҫавӑрӑнчӗ те сылтӑм еннелле кӑтартрӗ. Святой хӗресе чуптуса калатӑп: саншӑн вилме мана ҫав тери кӑмӑллӑ… анчах эпӗ ӑна сӑмахпа каласа пама пултараймастӑп! Ҫапӑҫу пуҫлансан хӑй мӗн тери киленсе ҫапӑҫасса та ытларах та ытларах туять ӗнтӗ Андрей. Вӑл, манӑн мӗскӗнӗм, пӗр вунӑ чалӑша чупса тарчӗ те чарӑнчӗ, вара питӗ хурлӑхлӑн кӗҫенсе ячӗ, ку ман чӗренех пырса тиврӗ, эпӗ ӑна хӗрхеннипе макӑрса ятӑм. Клещов васкамасӑр эрехне ӗҫетчӗ, хӑм! тесе илетчӗ те хуллен калатчӗ: — Юрлассине ӑна кирек кам та, камӑн сасӑ пур, пурте юрлама пултараҫҫӗ, а вӑт юрӑра чун мӗнлине кӑтартса пама эпӗ кӑна пултаратӑп! — Сана ҫӑмӑлрах, акӑ мӗн куратӑп эпӗ, акӑ мӗн хаваслантарать мана, — тавӑрчӗ Василий Иванович. Юрайман вӗсене, ҫавӑнпа вӗлернӗ. — Спасибо, — терӗ капитан Смоллетт. Кӗр… Вӑл чӳрече патӗнчен пӑрӑнса кайрӗ, анчах ҫав самантрах каялла таврӑнчӗ те:— Итлесемӗр, Ромочка: ҫук, чӑннипех, манса ан кайӑр пире, — терӗ, хӑвӑрттӑн пӑшӑлтатса. Хурлӑхлӑ пӑхса тӑрса ӑсатаҫҫӗ красноармеецсене мазутпа вараланса пӗтнӗ тумтир тӑхӑннӑ депори рабочисем. Ҫапла пирӗн патӑмӑрта пӗри, Российӑран килнӗскер, пурӑнатчӗ, ялан тӗмесем ҫине утпа хӑпаратчӗ, тӗмене темле, тӗлӗнмелле, «тӗпек» тетчӗ. Ку сирӗн телей! — Вӑл ӗнтӗ, чӑн, тарӑн шухӑш, — терӗм ӑна, — чим-ха, асӑма килнӗ чух, алӑ пусса пар-ха ҫак хут ҫине. Юлташӗсем унӑн таврашӗнчех вилнӗ пек выртаҫҫӗ. Тӗрӗссипе каласан, чӑн-чӑн ухтару тунӑ. Ҫӗрӗ чылаях тӗттӗм пулнӑ, анчах ҫапах те гостиница умӗнчи бульварти этем ушкӑнне уйӑрса илмелӗх ҫутӑ ҫителӗклӗ пулнӑ. Анчах та пӗлместӗп вара, — терӗ малалла старик кӑмӑлсӑрланса: — вӑл Гарпенченко, турӑ каҫартӑрах, чан-чӑн сӳсмен ӗнтӗ: вексельсем сутӑн илет, ӳсӗмле укҫа парать, торгисенче именисем туянать… Ӑна-кӑна лайӑх чухлакан Васятка Марийка мӗнле асапланнине курать, Андрей пирки шухӑшласа асапланать вӑл. Анчах Васяткӑна хӑйне тата йывӑртарах: пиччӗшне те, Марийкӑна та шел. Вӑл хӑй пултарнӑ таран Марийкӑна пӗрмай йӑпатма тӑрӑшать. Алӑк ҫине хӑма ҫапнӑччӗ, унта темле хушамат ҫырса хунӑччӗ, эпӗ ӑна вулама ӗлкӗреймерӗм. Ҫакна эпӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп. Анчах та мана пӗр виҫӗ эрнерен кӗт. Ыттисем — сутуҫӑсемпе чурасем — ҫарамас пекех. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑш вӗриленнӗҫемӗн вӗриленсе пычӗ, хӗрсе тӑракан атмосфера ӑшӗнче эпир тарланипе чӑм-шыва ӳкрӗмӗр. Эпӗ асӑрхаман та. Матрос пӗчӗкҫӗ кӗпер патӗнче чарӑнчӗ те енчен-енне пӑхса, чул пусмасем тӑрӑх пысӑк мар пристане анчӗ. — Vos compriendeis? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Паганель, унӑн пыр тӗпӗсем чуть ҫеҫ хӑйпӑнса тухатчӗҫ пуль. Эпӗ салана таврӑнсанах манӑн Ерофей татах салхуллине асӑрхарӑм… — Анчах, пичче, эпир ҫак юлашки апата ҫисе ярсан, пирӗн мӗн пулӗ вара? Салтаксем умӗнче пыракан Володя патварӑн утрӗ, урисене ҫӑмӑллӑн яра-яра пусрӗ, пичӗ-куҫӗ унӑн телейлӗ пулчӗ. Анчах та чӗри ун, темиҫе ҫухрӑм пӗр чарӑнмасӑрах чупнӑ хыҫҫӑнхи пекех, хӑвӑрт-хӑвӑрт тапа-тапа илчӗ. Мана ырӑ сунса, ачасен юратӑвӗпе юратса кӗтсе илме хатӗрленччӗр; ун пек тумасассӑн, тискер асаппа асаплантарса вӗлерӗп. Эсӗ ытлашши калаҫатӑн, Кассий. Вӑн, ав ҫавӑнта! — терӗ Джек, кливерпа стаксель хушшинчен курӑнакан хура пӑнча тӗллесе. Скайльс кӗчӗ. Эпӗ сирӗн пата тепӗр икӗ сехетрен пырӑп, унччен секундант шыраса тупма тӑрӑшӑп, — терӗ Санин. Том ӑна ачаш ятсемпе ченсе йӑпатма пуҫларӗ, хӑй малтан мӗн тума хӑтланине те туса пӑхрӗ, анчах хӗрача каллех ӑна тӗксе ячӗ. Эпӗ Саня калле таврӑннине те илтеймерӗм. Ҫапла! Пире хирӗҫ, хура вӑрмантан тем пысӑкӑш тинӗс кайӑкӗсем вӗҫсе тухнӑ пек самолетсем килеҫҫӗ. Егор амӑшӗ ҫине сиккеленми чарӑнса тӑнӑ куҫӗпе пӑхрӗ. Инсаров вулама пуҫларӗ; Елена ун валли кофе хатӗрлеме тытӑнчӗ… — Кӗпӗрленсе пычӗҫ те хайхисем, атьсемӗр, — тет пӗр вӑрӑм та хулӑн саслӑ салтак, ҫурӑмӗ хыҫне икӗ пӑшал ҫакса янӑскер, — кӗпӗрленсе пычӗҫ те, тытӑнчӗҫ кӑшкӑрма: Алла, Алла! такки пӗр-пӗрин ҫине пыра-пыра сӗкӗнеҫҫӗ вӗт. — Ак ҫак сӑваплӑ христиансем какай таврашне тиркеҫҫӗ те, аппару тимӗр шапасем курӑк чӑмласах тӑранаҫҫӗ, — хушса хучӗ Боримечка, тутинчи мулкач юнне шӑлкаласа. Ҫав хушӑрах Лушка ирӗклӗнех сӗтел патне иртрӗ, систермесӗр кӑшт ҫеҫ хусканса илсе, ан лӳчӗркентӗр тесе, юбки аркине тавӑрса ларчӗ. Каҫӑн тӗксӗмӗнче ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ енчи сӑртсен тӑррисем курӑнмаҫҫӗ, йӗри-тавра чуллӑ ҫӗрсен фантазиллӗ мӗлкисене ҫеҫ уйӑрса илме пулать. Хура тиллӗн хӳри вӗҫӗ шурӑ пулсан, ӑна хитре тесе шутлаҫҫӗ. — Вӑл ӗнтӗ — сире хисепленипе, — васкаса та хӗрӳллӗн ӑнлантарса пачӗ приказчик. Вӑл, куҫне хӗссе, ҫынсен тахҫанах хӑнӑхнӑ пуҫлӑхӗ пек пӑхса, рабочисен сӑн-пичӗсене сӑнаса иртрӗ. Ермолай, ҫак шухӑшсӑр та кӑмӑллӑ ҫын ӑна хытӑ тыткалать, киле пырсан вара ҫилӗллӗ те салхуллӑ пулса каять, — мӗскӗн арӑмӗ ӑна мӗнле юрамаллине те пӗлмест, вӑл пӗрре пӑхса илсенех чӗтреме пуҫлать, юлашки укҫипе ӑна валли эрех илет, вӑл кӑмака ҫине хӑпарса выртса вилнӗ пек ҫывӑрса кайсан, хӑйӗн тӑлӑпӗпе типтерлесе витет. Мӗн тӑвас тен! Полицейскисем хӑйсен начальникӗ ҫине пӑхса асӑрхануллӑн йӑрст тӑсӑлса тӑчӗҫ. — Тӑхта-ха, курӑн. Ефим, ассӑн сывла-сывла, аллисене хӑлаҫлантарса, малалла каласа кӑтартнӑ. — Характер унӑн — питӗ те шултра… — тенӗ вӑл. Мӗн тума кирлӗ мана сирӗн сыснӑр? Аппӑшӗ патӗнчех-тӗр-ха, Тимофей пирки сӑмах йӑнасса кӗтет пулӗ. — Юрать, эпӗ килӗшетӗп, — терӗ Брузжак, — анчах ӑна кам… Хӑравҫӑ чӗрчунсем сике-сикӗ илсе, хӑйӗн урисем патнех пырса сӗртӗннӗ пек пулсан та, Морис вӗсене пӑхманпа пӗрех теме юрать. — Апла пулсан тыла ярас! Манӑн тепӗр кунхине Татариновсем патне каймаллаччӗ, эпӗ темскер ыйтрӑм та пулас, вӑл сасартӑк Мария Васильевна ҫинчен калаҫма тытӑнчӗ. — Кулӑран ҫын пулать, — чӗрре кӗрсе каларӗ Ҫӑрттан мучи, анчах малалла тавлашма шутламарӗ. — Кирлӗ? — терӗ вӑл. Подноса Петлюрӑпа ҫуммӑн тӑракан старшина илчӗ. Эй турӑ, пилӗк минут кӑна кирлӗ! — Ох, ҫӑлӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ ирландец хӑй ҫинчен кӗпине хывса пӑрахса. Кӑвакарнӑ куҫ лупашкисенчен ҫаврака мӑн куҫсем тискеррӗн йӑлтӑртатса пӑхнӑ, пӗр-пӗринпе ҫыхланса ларнӑ ҫӳҫ пайӑркисем ҫамка ҫинелле йӗркесӗррӗн усӑнса аннӑ. — Пирӗн иксӗмӗрӗн пӗр ҫул кӑна: вӗсем патне каҫса каймалла. Анчах кун пек тума кирлӗ марччӗ унӑн, мӗншӗн тесен шӑпах ҫак уринчи аттин тӗпӗ хӑйпӑнса кайнӑччӗ, икӗ пӳрни курӑнатчӗ; атте ҫав тери хӑрушшӑн ӳлесе кӑшкӑрса ячӗ — кирек камӑн та ҫӳҫпуҫ вирелле тӑмалла; вӑл, ҫӗре ӳкнӗскер, ыратакан пӳрнисене тытса, вараланчӑк урайӗнче йӑваланать, вӑрҫасса вара малтанхинчен темиҫе хут хытӑрах вӑрҫать. Тӗрӗссипе каласан — кунта нимӗн ӗҫ те ҫук, ку тавлашу нумая пырать, анчах унӑн усси сахал. Вӗсем виҫҫӗшӗ те ҫав вырӑнтан хускалмасӑр шӑпланчӗҫ. Сан патна сиксе анам-и? — Ку тӗрӗс ӗнте, атах майӗ ӑҫта? — Ну, ку пурте иртсе кайнӑ, Негоро! Эппин, эсӗ Ҫӗнӗ Зеландие, маори ҫӗршывне, лекрӗн? Анчах ӑна ҫавӑнтах намӑс пек пулчӗ те, вӑл вӗлтӗртетсе ҫӳлелле чупса улӑхрӗ. Чи пулма пултарайманни «Епле халь пӗрле пулас килет манӑн», — вуланӑҫемӗн вулатӑп та эпӗ ҫак сӑмахсене, вӗсем мана сивӗ те пушӑ пек туйӑнаҫҫӗ, пушӑ та сивӗ пӳлӗмре хамӑн шыв ҫине ӳкнӗ сӑнӑмпа калаҫнӑ пек. Лешӗ нимӗн те чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ. Унӑн карланкине темӗскер пӳлсе тӑнӑ пекех пулнӑ; вӑл пӗр сӑмах та каламарӗ. Пӑван пурнӑҫне ҫӑласси ун сӑмахӗнчен килес пулсан та, вӑл пачах нимӗн те калайман пулӗччӗ. Челкаш умӗнчен тахҫан ӗлӗк пурӑнса ирттернӗ пурнӑҫӗ, босяк пурнӑҫӗпе уйрӑлса тӑракан пурнӑҫ, хӑвӑрттӑн шуса иртрӗ. Ӑна вӑл хӑй, — ывӑлӗшӗн пӑлханса, хӑраса, унӑн ӳт-пӗвне упрасси ҫинчен шухӑшласа пурӑннӑ ҫын — халь текех ҫук пек, ун пек ҫын унран уйрӑлса таҫта инҫете кайнӑ пек, тен, вӑл вут-хӗмре пуҫӗпех ҫунса кайнӑ пек туйӑнчӗ, ҫакӑ вара унӑн чунне ҫӑмӑллатрӗ, тасатрӗ, чӗрине ҫӗнӗ вӑйпа ҫӗнетнӗ пек туйӑнчӗ. Ак материалне вуласа пӑх-ха, — вӑл Саломыга умне пӗр купа ҫырнӑ хут тӗртсе хучӗ. Эпӗ кунта килнӗ карап ҫак ҫырансем патне чи малтан килнӗ пулнӑ, унта урӑх карап пырса кӗмен. Хӑҫан та пулин тепӗр карап пырсанах король ӑна тытса экипажӗпех урапа ҫине лартса Лорбрульгруда илсе пыма хытарласа хушнӑ пулнӑ. Ҫынсем кӑшкӑрашрӗҫ, ахӑлтатса кулчӗҫ, ӳсӗрӗлсе кайнӑ ватӑ тӗртевҫӗ, ҫынсенчен нумай ҫӳлерех ҫӗкленӗскер, сывлӑшра шӑмӑ пек аллисемпе сулкаласа, ҫуйӑхса кулчӗ: — Унӑн — пӗтӗмпех хӑйне майлӑ, пӗртте ҫынсенни пек мар… Эсир камне акӑ эпӗ хамах каласа парам эппин… Ҫавна йӑлтах эпӗ… ӑна… ывӑлӑма парнелерӗм, тата… тата пурне те… — Мӗнле тӑшман пултӑр вӑл? — тӗлӗнсе кӑшкӑрса ячӗ Осетров. Вуншар фут тӑршшӗ икӗ пӗчӗк йывӑҫ касса, вӗсене якатнӑ, урлӑ хума тата икӗ кӗскерех патак каснӑ. Темиҫе уйӑхран ҫеҫ, ун ятне Бородино патӗнче йывӑр аманнӑ тата палӑрнӑ ҫынсен шутӗнче курнӑ хыҫҫӑн, вӑл ӑнсӑр пулса кайнӑ та, килтисем ӑна, тар чирӗ ҫӗнӗрен килсе ураран ан ӳкертӗр тесе, хӑраса ӳкнӗ. Сайра-хутра ут утланнӑ ординарец сиккипе иртсе кайни, аманнӑ ҫын нӑйкӑшса илни, аманнисене ҫӗклесе пыракансем утни, калаҫни илтӗнкелет, хушӑран, ҫине-ҫинех персе тӑнине курма тесе, крыльца умне тухса тӑнӑ ҫынсем хушшинче хӑраса ӳкнӗ хӗрарӑм калаҫнӑ сасӑ илтӗнсе каять. Хӑйсем путлӗ ӑнланман япала пиркиех ятлаҫма тытӑнаҫҫӗ. Суднона майлаштарса Кук ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ те пӗр лӑпкӑ бухтӑна илсе кӗрсе лартнӑ. Тепӗр пӳрт тӑрринчен пӑявпа типсе хӑрса кайнӑ ҫын вилли ҫакӑнса тӑрать: чухӑн ҫын выҫлӑх тертне вӗҫне ҫитичченех тӳссе ирттерме пултарайман, ҫакӑнса вилсе хӑйӗн вилӗмне ҫывхартма шутланӑ. — Клико кӗленчи, — тесе хучӗ майор. Ҫапах та тем пек килӗшес килмерӗ манӑн каҫ иртрӗ тенипе, эпир вӗт чи калас тенӗ сӑмахсенчен вуннӑмӗш пайне те каламарӑмӑр! Пурте йӗркеллех: штампсем, пичетсем, анчах Разметнов хӑйне панӑ документсене вӑрахчен те тимлӗн пӑхса тухрӗ, ҫав вӑхӑтра Бойко хӑй помощникӗ еннелле ҫаврӑнса ӑна куҫ хӗснине, вара вӗсем иккӗшӗ те йӑл кулса илсе ҫав самантрах шӑпланнине асӑрхамарӗ. Ҫул пӑрнӑҫӗнчен тухрӗ те хӗр, калаҫса ларакансем тӗлӗнчен лӑпкӑн, пуҫне ҫӳле каҫӑртса иртсе кайрӗ. Вал хӑраса кайрӗ. Судьясем хыҫӗнчен вара, портрет ҫинчен, вӗсен пуҫӗ урлӑ, хӗрлӗ мундирлӗ, ним пӗлтермен шурӑ питлӗ патша пӑхса ларчӗ, унӑн пичӗ тӑрӑх темле кӑпшанкӑ упаленчӗ. Телее, Хлопуша хӑйӗн юлташне хирӗҫ калама пуҫларӗ. Унӑн шӗвӗр хӑлхисем, ытти кашкӑрсенни пек, чанк тӑмаҫҫӗ; пуҫӗ ывӑннӑн, вӑйсӑррӑн усӑнса аннӑ, куҫӗсем тӗксӗм, куҫа шартарса яракан хӗвел ҫуттине пула, вӑл куҫӗсене тӑтӑшах хупа-хупа илет. Лешӗ ҫав хушӑра кӑшкӑрса яма та ӗлкӗрнӗ; хыпӑнса ӳкнӗ часовойсем персе те янӑ, анчах тивертеймен, шӑпах ҫав вӑхӑтра эпир те пырса ҫитрӗмӗр. Пит чипер сӑмахлатӑн эс… Вӑл индееца курчӗ те ҫапла каларӗ:— О, Джо индеец! Эсӗ мана сӑмах патӑн, нихсан та… — Ҫакӑ сирӗн ҫӗҫӗ-и? — Ҫын вӗлернӗ ҫӗҫҫе шериф Поттер сӑмси патнех илсе пычӗ. — Вӑл пирӗнпе пӗрле чух — полк чӗрӗ! — Ун пек инҫе хушӑра тӑшман ҫӑмӑллӑнах сире стратегиллӗ тӗп пунктран уйӑрать, коммуникаци ҫулне татса, сире тӗппипех ҫӗмӗрсе тӑкма пултарать. — Пурте йӗркеллӗ. Эпӗ ҫавӑн пек те ҫавӑн йышширех халлапсем темӗн чухлех пӗлеттӗм ӗнтӗ! — Хут ҫине ан пӑх, ман ҫине пӑх, ак ҫапла. Уншӑн вӑл нумай тӳленӗ-ши? Малта, тарланӑ тур лашапа, йӳле янӑ кӑвак плащпа батальон командирӗ, старши лейтенант Лозневой пырать. Вӑл батальона килни нумаях та пулмасть — ӗлӗкхи комбат вилнӗ хыҫҫӑн килнӗ. Ҫул ҫине тухас чухне яланах юланутҫӑсен ҫӗкленнӗ кӑмӑл сисӗнет, лашасем те хӗрсех каяҫҫӗ. Унӑн ӑна ирӗкре курас килчӗ, анчах ҫав вӑхӑтрах ку ӑна хӑратрӗ: вӑл хӑйӗн таврашӗнчи ӗҫсем ҫивӗчленсех пынине, тытӑҫусем пулма пултарассине туйса тӑчӗ. Эпӗ хам та вӗсене тӗл пулманшӑн Талькавран кая мар тӗлӗнетӗп. Вӗсен ҫӗнтерӗвӗсен яланхи арени ҫакӑнта пулать те. Кирек мӗнле пулсан та НКВД уполномоченнӑйӗ тухтӑрпа мана вӑл мӗнле майпа суранланнине тӗпчесе пӗлме хушрӗ. Ӑна вара дикарьсем тахҫанхи пӗлӗш пекех йышӑннӑ. — Мӗн тума сӗнетӗр-ха эсир? — Сӑмах вӑл чунлӑ мар. Вӑл вӑй пухма тӑрӑшса хӳтӗленнӗ, ҫапнине хирӗҫ ҫапнӑ, ӳркенерех кӗрешнӗ. Миронпа Яковран хӑраҫҫӗ, вӗсене виҫесӗр ҫӑткӑн тесе шутлаҫҫӗ, вӗсем йӗри-тавра мӗн пуррине пӗтӗмпех хӑйсен аллине ҫавӑрса илеҫҫӗ, теҫҫӗ. Хӑй ҫине пур енчен те ҫынсем пӑхнине курсан, вӑл аванмарланчӗ, ним калама аптрарӗ, Давыдова аяк-карах чӗнсе илчӗ. — Юрӗ! Авӑ паранкӑ пиҫрӗ, айтӑр, ҫиер, — терӗ хыттӑн Павлуш. Егорушкӑна каллех зала чӗнсе илнӗ тӗле Иван Иваныч шӗлепкине аллине тытнӑччӗ ӗнтӗ, сывпуллашатчӗ. Ҫапла вӑл пурнӑҫ, тӑванӑм… — Мӗн пулнӑ вара унта? — Халӑх хушшине. Ҫапла. Шаповаленко хирӗҫлеме хӑтланасшӑн пулчӗ: — Ара-ҫке, сирӗн благороди, вӗсен улшӑнма вӑхӑт ҫитмен-иҫ!.. Эппин, шухӑшламалӑх та, шут тытмалӑх та вӑхӑт пур. — Ой, палларӑм ҫав. Ан ман, Техас вӑл — Луизиана мар, Луизианӑра ҫамрӑк хӗр ӑҫта каясси килет — пур ҫӗре те лӑпкӑнах кайма пултарать. — Тата ӑна кам иле-иле килсе парӗ мана?» Атӑ парать чухӑна. Леночка, Юра тата Метеорологи сержанчӗ, — аэродром ҫинче тревога вӗресе тӑнӑ чух кӑна ним те туманскерсем, — виҫҫӗш те носилкӑна ярса илчӗҫ те, пурте пӗр харӑс пусма тӑрӑшса, ҫапах та пӑлханнипе харӑс пусаймасӑр ҫывӑхри вӑрман уҫланкинелле чупса кайрӗҫ. Мӗскӗн карчӑк чылайччен ман ҫине пӑхса тӑчӗ, унтан тин: — Эсир-и ку, Дик мистер? Ман тутӑрпа пӗркенсе ларать… — Сире комсомолецсем килӗшмеҫҫӗ-и вара? — шӳт туса ыйтрӗ Лида лавҫӑран. Унӑн ӑста алли ывӑтнӑ ҫак сӑнӑ китӑн шывран тухса тӑракан какайлӑ ҫурӑмне тарӑн шӑтарса кӗмелле. Ҫапах та хӗрхенмерӗм ӑна эпӗ — хӗрхенессӗм ан пултӑр ҫавна. Ку ӗҫе участокра ӗҫленипе пӗр танах шутлама йышӑнчӗҫ. — Аманнӑ ҫынна ӑсатса ятӑмӑр та, ваше благородие, халь авӑ канма лартӑмӑр, — ответлерӗ вӗсенчен пӗри, чӗлӗмне ҫурӑмӗ хыҫне пытарнӑ май ҫӗлӗкне хывса. Гоп! — Мӗншӗн тесен, «ҫӗртен тухан та ҫӗрех кӗрен». — Эпӗ вӗт чарӑнмастӑп! Мана сулӑ ҫинчен хум темиҫе хут та шӑлса ывӑтма тӑчӗ, ҫавӑнпа эпӗ йӑлт хывӑнтӑм та, халӗ маншӑн нимӗн те хӑрушӑ мар. Калаҫма пӗлекеннисем; тӗрлӗ сасӑпа «телейлӗ пулӑр», тесе шӗкӗлтетеҫҫӗ. — Ку вӑл — нимех те мар, ку — лайӑх! Е — антиллеристсем-и? Вӑл «ырӑ кӑмӑллӑ Государь хӑюллӑ ҫулҫӳревҫе», «наци чапӗшӗн» хӑйӗн пурнӑҫне нихҫан та хӗрхенме пӗлменскерне пӗр пулӑшусӑрах хӑвармасса шанса тӑрать… Ӗмӗрӗпех — виҫӗ чиркӳре санӑн чунна ҫӑлассишен кӗлтӑвӑп!.. Пӑлхава ҫӗкленнӗ Вандейӑра унӑн ячӗ тар пички сывлӑша сирпӗтнӗ пекех кӗрлеме пуҫланӑ, часах вӑл пуҫлӑх пулса тӑнӑ. Ҫав таранччен ҫаплах чӗнмесӗр ларнӑ Хопров ыйту пачӗ: — Яков Лукич, эсӗ акӑ мӗн ҫинчен кала: ну, юрать тейӗпӗр, восстани пуҫласа ярӑпӑр, хамӑрӑн коммунистсене вӗлерсе пӗтерӗпӗр, кайран вара мӗн пулӗ? Санин хӑй ӗнер туртса илнӗ чечеке палласа илчӗ… Мӗн чухлӗ анчӑка таптаса вӗлермен вӑл, анчах вӗсенчен хӑйне те сахал мар лекнӗ! Грант сӑмсахӗнче ларса ҫыран хӗррипе килекен ушкӑна кӗтетпӗр. Иван Игнатьич мана, хӑйӗн пӗртен пӗр куҫне чармакласах пӑхса, тӗплӗн итлесе тӑчӗ. Анчах яхта тӑвӑла аванах ирттернӗ, вӗсем ҫулҫӳревҫӗсем килессине пӗтӗм чӑтӑм-тӳсӗмсене ҫухатса кӗтнӗ, Джон Мангльс, вӗсем килнине пӗлтерекен карабин сассине илтиччен, ҫыран тӑрӑхӗнче виҫӗ кун хушши ишсе ҫӳренӗ, Эленпа Мэрине илсен, вӗсенни пек сайра тӗл пулакан хӑравҫӑсӑр чун-чӗресем ҫинчен асӑнса хӑварман пулсан, капитан начар кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ пулӗччӗ. Ун алли чӗтрени мана шалтах тӗлӗнтерчӗ, чӗрене хӗссе ыраттарчӗ, унсӑр пуҫне ман пуҫа кӑмӑлӑма пушшех ҫемҫетекен шухӑш пырса кӗчӗ, — эпӗ вӑл 12-мӗш ҫулта ҫарта тӑни, паттӑр офицер пулни ҫинчен шухӑшласа илтӗм. Ҫӑварӗ уҫӑлать, анчах пӑшӑлтатни ҫеҫ илтӗнет. Вӑл пӗтӗмпех вӑйран кайиччен, Джон унӑн клетки ҫине тутӑр пӑрахнчченех кӑшкӑрать. Ну, шыв тулсан атте ҫак сулла тытрӗ те, эпир унпа Орлеана ишсе ҫитме шутларӑмӑр. Николаев хыҫалалла та ҫаврӑнмарӗ, аллине Ромашова уҫса хунӑ кӗнеки ҫине пӑхнӑ халлӗнех хулпуҫҫи урлӑ тӑсрӗ те:— Сывлӑх сунатӑп, Юрий Алексеич, — терӗ лӑпкӑ, хулӑн сассипе. Григорий Александрович йӑл кулса илчӗ те шӑхӑрса юрлам пек турӗ. — Юрататӑп ӑна эпӗ, мӗн тӑвас ӗнтӗ манӑн?.. Лукашка ӑна ӑнланчӗ, йӑл-йӑл кулкаласа пӗрмай пуҫне сӗлтрӗ. Ҫӗнӗ, совет суту илӗвӗ, спекулянтсемсӗр суту-илӳ, капиталистсемсӗр суту-илӳ пуҫланса, аталанса кайрӗ. Хӗрарӑмпа паллашсан эпӗ кирек хӑҫан та вӑл мана юратассине е юратас ҫуккине пӗр йӑнӑшмасӑр туятӑп… Хӑшӗ-пӗринчен: эсир мӗнле эрехе килӗштеретӗр — хӗрлине-и, шуррине-и? — тесе ыйтатӑн. «Манӑн хӗрлине мала шутлас йӑла пур», тет вӑл хулӑм сасӑпа ҫав тери тивӗҫлӗ пит-куҫлӑн, ҫав самантра хӑй ҫине пӗтӗм ҫутҫанталӑк пӑхса тӑнӑ пек… — Сире тата чей кирлӗ мар-и? — ыйтрӗ Феничка, пуҫне кӑшт уҫнӑ алӑкран кӑтартса, гостинӑйра тавлашакан сасӑсем янӑранӑ чухне кӗме хӑяйманскер. Тавах-ха, чиканӗ ырӑ кӑмӑллӑскер пулнӑ: хаклашсан-хаклашсан юлашки пӗр тенкине те катса панӑ, чӗлпӗрне, аркӑ вӗҫӗпе чӗркесе Щукаре тыттарнӑ, Щукарӗ те ӑна хӑйӗн сюртук аркипе чӗркесе тытнӑ. Пӑх-ха эсӗ… «вилнӗ фельдмаршал Мин… походра… тата акӑ… Вара инспекторпа тата дивизи командирӗпе пӗрле чаҫсене пӑхса тухма кайрӗ. — Астӑватӑн-и эс «Ученӑя хӳтӗлесе» тенӗ статьяна? Юлашки кун ушкӑн пӗчӗк юханшывӑн ҫийӗнсе пӗтнӗ ҫыранӗпе утрӗ. Правление те, вӗсем ҫапла хисеп тунишӗн… Вӗренме пӑрахакан ачисене Марко тата хытӑрах тыткалать. Ак халӗ те, чӗрипе хумханса, пӗтӗм чунтан хавхаланса Итали композиторӗсен кӗввисенчен пӗрне каланӑ самантра, чи малтанхи аккордсенчен пуҫласах темӗнле уйрӑмах хӑйне евӗр сасӑсем ҫуралса тухнӑ пирки, ӑна итлесе ларакансен пичӗсенче тӗлӗнни палӑрчӗ. Иха колонна хыҫне кайса тӑчӗ те питне юбка хӗррипе хупларӗ, — унӑн хул пуҫҫисем чӗтреҫҫӗ. Вӑл айӑпсӑр… — Ну унта, тӗрӗслеме… — терӗ Назарка. — Эпӗ сана пурпӗрех паратӑп… — Икӗ курка. Пирӗн ӑна ӑнсӑртран ыткӑнтарса ярас марччӗ!» — тесе кӑшкӑрма пуҫлатчӗ. Пилӗк черккепех!.. — Сирӗн коллекцине тата сирӗн тыткӑҫӑра! — тавӑрчӗ ҫирӗп сасӑпа Уэлдон миссис. Ку хӗр ман ҫине темле тӳсмелле мар пӑхрӗ, унӑн кӑвак куҫӗсем ҫынна витӗр шӑтарса курса тӑнӑ пек туйӑнчӗҫ. Ытла та кичем пулнипе эпӗ скрипка калама вӗренме тытӑнтӑм, ҫӗрле магазинра пӗрмай скрипкӑна сӗрсе каҫхи сторожпа шӑшисене пӑлхататтӑм. — Сывлӑхӑрсем мӗнле, Бенедикт пичче? — ыйтрӗ Уэлдон миссис. Хамӑр ҫурт таврашӗнчи садра пур сукмаксене те лайӑх пӗлеттӗмччӗ эпӗ. Анчах та ҫав хӗрарӑм хулана пурӑнма куҫсан, вӑл ӑна час-часах Алексей патӗнче курма пуҫларӗ те сасартӑк хӑй ҫав тери пӑлханса кайнине туйрӗ. Акӑ, эсир итлесе пӑхӑр-ха, епле музыка калать вӑл! — Мухтавлӑ ӗҫ, улпутӑм! — пӗтӗмӗшпех ялтӑраса кайса каланӑ Яков Тарасович. Ҫапса антарнӑ-и ӑна? Ахӑртнех, ӑна ҫакна тума йывӑр, анчах вӑл хӑйне юриех асаплантарать пулмалла. Анчах, кирек мӗн пулсан та, тупӑ пенӗ хыҫҫӑн пирӗн кимӗ пӗр хӗррипе шыва ӑсса илчӗ, унтан майӗпен пута пуҫларӗ. Шыв ытла тарӑн мар, пурӗ те виҫӗ фут ҫеҫ пулать. Гаврила, хӑвӑрт куҫса ларса, вырӑнне улӑштарчӗ. — Шуйттанӑн. Ҫапла ӗнтӗ, Джим, — терӗ вӑл, чӗлӗмне туртса, — эсӗ кунта мӗн. Мӗскӗн ватӑ Джоншӑн мӗн тери кӑмӑллӑ сюрприз. Ҫакӑ пурте Дик Сэнд пуҫӗнче ҫиҫӗм пек вӗлтлетсе иртрӗ. Ачисен ӗҫре хӗрӳлӗх ҫителӗксӗр пулнӑ пирки ӳпкелешнӗ май, Артамонов хула ҫыннисене те манса хӑвармарӗ:— Пилсӗр чунлӑ ҫынсем, — терӗ вӑл. Вӑл, ҫав Князев, путсӗр ҫын, ҫаплах! Чикӗ хӗрринчи форт Индж форчӗн ялав ҫакмалли ҫӳллӗ кашти ҫинче ҫӑлтӑрсем ӳкернӗ ялав вӗлкӗшсе тӑнӑ; вӑл ялавӑн выляса тӑракан мӗлкисем ҫакӑнти пӗтӗмпех хӑйне майлӑ, ӑрасна йышши картина ҫинелле ӳкнӗ. — Мӗншӗн вырӑн ҫинчен тӑтӑр? — терӗ ӑна Егоровна. Шампи пит пысӑк, купец майри пекех… Арауко хулинчен тӳрех шалалла кӗрсе кайма шут тытрӗҫ, вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель ҫине тухсан, ҫав тӳрӗ ҫул ҫинчен ниҫталла та пӑрӑнса кӗмелле мар терӗҫ. Ҫумӑр чарӑнчӗ, анчах хура пӗлӗтсем татах иртеҫҫӗ. — Пӗлет. Петро Семиглаз ӑшӑ кӗпепе тапак енчӗкӗ илчӗ. Россия пысӑк, — ҫынна ӑҫтан шыраса тупатӑн? «Йытта тӑрантаратӑп-и эпӗ, — тесе сӳтсе явнӑ вӑл: — йытӑ вӑл хӑй те ӑслӑ чӗрчун, хӑйне валли хӑех апат тупма пултарать». Арва шывӗн улӑхӗсем тӑрӑх курса ҫӳренӗ вӑхӑтра, вӑл кунта килличчен хӑйсем пахчара магноли йывӑҫӗ айӗнче сӳтсе явнӑ ыйтӑва юриех хускатман. Альп тӑвӗсен илемлӗхӗпе калама ҫук савӑннӑ Артурӑн кӑмӑлне ҫавӑн пек йывӑр калаҫусемпе хуҫни пит усал ӗҫ туни пулӗччӗ тесе шухӑшланӑ Монтанелли. Аманнисен суранӗсене пӑхма лайӑхрах пултӑр тесе, фельдшерсем вӗсен умӗнче ҫурта тытса тӑраҫҫӗ, салху сӑн-питлӗ докторсем вара, ҫанӑсене тавӑрнӑскерсем, аманнӑ ҫын умне чӗркуҫленеҫҫӗ те, пульӑпа суранланнӑ вырӑнсене пӳрнисене чикеҫҫӗ, хыпашласа пӑхаҫҫӗ, асапланаканнисем темӗн пек йынӑшса йӑлӑнсан та уяса тӑмаҫҫӗ вӗсем, сусӑрланнӑ е хуҫӑлнӑ пирки ҫакӑнса тӑракан ал-урасене тепӗр май ҫавӑра-ҫавӑра пӑхаҫҫӗ. «Суйрӗ эппин», — шутларӗ Петр, анчах та арӑмӗ, хӑйне такам ҫамкаран ҫапнӑ пек, пуҫне сасартӑк сулса илчӗ те хаяррӑн ӗсӗклесе пӑшӑлтатма тытӑнчӗ. Мӗн ҫыпӑҫрӑн! — терӗ те Марьяна, вӗҫерӗнсе, ун патӗнчен пӑрӑнчӗ. Эпӗ пӗлетӗп, эсир ҫавна маншӑн тӑватӑр ӗнтӗ. «Ҫав кирлӗ ӑна, ылханлӑ ҫӑткӑна!» терӗ голова. Джеммӑна вӑл «ӗмӗрӗпех» тата вӑл ӑна паян мӗнле юратнӑ, шӑпах ҫавӑн пек юратнӑн туйӑнчӗ. Пин шуйттан! Хӑрушӑ та тӗлӗнмелле маскарад!.. Ҫурт ӑшӗнчи япаласен шутне тата Фирланденран килнӗ вун ҫичӗ ҫулхи хӗре унӑн хреснӑй хӗрне Гретхена, ырӑ Мартӑна, мана хама та кӗртмелле. — Полентовский Станислав Зигмундович — паровоз машинисчӗ, производствӑра вӑтӑр ултӑ ҫул ӗҫлет. Ачасем чартак ҫинчен пӗр сас-чӗвсӗр сике-сике анчӗҫ те кам хӳме хушӑкӗсенчен тухса, кам тӳрех хӳме урлӑ сике-сике каҫса, тӗрлӗ еннелле, килӗсене саланса пӗтрӗҫ. Хуппи сӗвӗнсе ҫаралнӑ вулӑсем сӳнсе пыракан каҫ шуҫӑмӗн йӑм-хӗрлӗ пӗрчисемпе хӗмленсе сӑрланнӑ… — Ҫӗрле эпӗ кушак пуҫлӑ тӑмана пек куратӑп. Хула тиканӗсем оркестрта сӗрме купӑспа вӗҫӗмсӗр тенӗ пек Австри гимнне шӑрантаратчӗҫ, вӗсем ӗнтӗ нимӗҫ графинине чысланӑ май ҫав кӗвве калатчӗҫ пулмалла. Халь пурте Исидорӑна кӗтеҫҫӗ. Аван мар чӗмсӗрлӗх пӗрер минута яхӑн тӑсӑлнӑ, ку Фомашӑн кӑмӑллӑ пулнӑ. — Эй, Окорок, юрруна пуҫла-ха! — тесе кӑшкӑрчӗ матроссенчен пӗри. Анчах пӗррехинче, каҫхине, ҫумӑр пӗлӗчӗсем айне пулнӑ уйӑх кӗл ҫинчи кӑвар пекех йӑсӑрланнӑ чух, Воропаев, хӑйпе хӑй калаҫнӑ пекех хытӑ чӗвӗлтетсе, ҫуртпа килхушши ҫийӗн унталла та кунталла вӗҫсе ҫӳрекен пӗччен чепчене асӑрхарӗ. Паганель хӑйпе хӑй калаҫса хӑлаҫланать. Николай Петрович ывӑлӗ ҫине пӑлханса пӑхса илчӗ те:— Мӗн? — терӗ. Джон Мангльс судношӑн хӑрасах каймасть, халех мар пулсан та кайран-кайран вӑл порта мӗшӗлтетсе ҫитессе шанать, хӗрарӑмсене кубрикра аван марри кӑна ӑна пӑшӑрхантарать. Ҫӳҫрен ярса илсе вӑл ман пите сӗтел ҫумне чышса лартрӗ те эпӗ хам сӑмсапа тутана ватса пӑрахрӑм, вӑл тапа-тапа сиксе чертежа ҫурса тӑкрӗ, инструментсене сӗтел ҫинчен шӑлса ӳкерчӗ те, аллисене пилӗкӗнчен тытса, ҫӗнтерӳллӗн кӑшкӑрса ячӗ: — На, шуйттансем! Вӑл чӑн-чӑн чикӗ хӗрринчи пурӑнӑҫ картинӗ — ҫурри ҫарти пек, ҫурри гражданла, ҫурри тискер, ҫурри цивилизациллӗ пурӑнӑҫ картинӗ пулнӑ. Тивлетлӗ турӑ амӑшӗ… Вӑл унта хӗрсенчен пуҫне урӑх никам та — казаксем те, карчӑксем те — пулас ҫуккине пӗлнӗ. Пуху, вӑхӑт нумая кайнине пӑхмасӑр, ялтӑр ҫутӑччӗ, халӑхӗ те туллиехчӗ. Фрак тата шурӑ жилетка тӑхӑннӑ темӗнле ҫын пӳлӗме уҫса пӑхнӑ та каланӑ: — Халӗ мисс Арабелла тухать. Сасартӑк шыв ҫинче икӗ хутчен кичемлӗ, уҫӑ, йынӑшнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Кӑшт! тӑрсан, ҫав сасах инҫетерех илтӗнчӗ… Пӗр пек майӗ нумай. «Сывӑ пул, mа сhеrе! Эпӗ пӗр ҫӗре чуптартӑм-ха, тата ытти те… тата ытти те… Шухӑшпа эпӗ ӑна темиҫе тӗрлӗ: чӗрӗ пек, хаваслӑ пек, ӑшшӑн кулнӑ чухнехи пек куртӑм; унтан мана шурса кайнӑ пичӗ ҫинчи куҫӑм тӗлне пулнӑ пӗр-пӗр йӗр сасартӑк шалтах тӗлӗнтерет: вара эпӗ хӑрушӑ чӑнлӑха астуса илетӗп, тӑр-р чӗтретӗп, ҫапах пӑхма чарӑнмастӑп. Манӑн пилӗк тавра вӗсем пӑяв ҫавӑрса ҫыхрӗҫ, эпӗ вара повар хыҫҫӑн турткаланмасӑрах утрӑм. Сильвер вӗрен вӗҫне е аллипе тытса, е шӑлӗпе ҫыртса пырать. Ну, ку вара ахалех. Чӗтренекен вичкӗн сасӑ ҫӗрлехи савӑклӑ шӑплӑха ҫура-ҫура кайнӑ. — Паллах ӗнтӗ. — Мӗнне калӑн, тӗлӗнсе хытмалла! — тӑрӑхласа илчӗ те Умрихин, ҫилпе кушӑрканӑ питне пӗркелентерсе, пилотка аран ҫеҫ витсе тӑракан пысӑк пуҫне сулкаласа илчӗ. Ҫак ырӑ кӑмӑллӑ ача, эпӗ юратса кайнӑскер, ман валли пӗр стакан ром килсе парӗ. Кӑмӑлу пулсан, эпир сирӗнпе кунта ларӑпӑр та, тахҫанхи юлташсем пек, ним пытармасӑр калаҫӑпӑр. Чӑн мар-и? — терӗ. Ун чухне вӑл тӑватӑ ҫулта кӑначчӗ, ӑна скарлатина чирӗ ернӗччӗ те, вӑл питӗ йывӑр выртатчӗ, кайран сывалчӗ вара; пӗррехинче ҫапла вӑл манпа юнашар тӑрать, эпӗ ӑна:«Алӑка хуп!» — тетӗп. Юлашкинчен эпӗ тупата паратӑп тесе ӗнентернӗ хыҫҫӑн, Василий, ман сӑмаха пачах шанмарӗ пулсан та (эпӗ ҫакна унӑн сӑнӗнченех куртӑм), мана юратнӑран тата эпӗ хӑйне пулӑшнине асра тытса, лавҫа укҫа тӳлерӗ. Вӑл яланах таса перчеткепе те ҫутатнӑ атӑпа ҫӳрет те, хӑй ҫеҫ чаплӑ пурӑнатӑп тесе шутлать. Кун пирки шухӑшлама та хӑрушӑ. Ку мӗнле пек туйӑнать сире? Кам ҫапӑҫӑва ертсе каять, ҫавӑ телей илет!.. Пуҫри шухӑшсем те хутаҫри пируссем пекех выртас пулсан, ҫак вунтӑватӑ сехет хушшинче ун пуҫӗнче пӗр шухӑш та вырӑнтан хускалманнине курма май пулнӑ пулӗччӗ. Елена, Тинторетто тунӑ светтуй Маркран — асапланакан чурана хӑтарма пӗлӗтрен шапа пекех шыва сикекенскерӗнчен — ахӑлтатса кулнипе унта пынӑ виҫӗ акӑлчана ҫав тери «хирӗҫтерсе» ячӗ; — Эпӗ пӗтрӗм… пӗлетӗп! «Пӑх-ха шуйттан жидне!» шухӑшларӗ хӑй тӗллӗн Тарас, унтан лашине ун патнелле пӑрса: «Ухмах, эс мӗн кунта ларатӑн? Пӗчӗк старик, пуҫне хускатмасӑрах, кӗлеткине хӗрлӗ ҫӳҫ-пуҫлӑ судья еннелле ҫавӑрса, унпа шӑппӑн калаҫрӗ, лешӗ ӑна пуҫне чалӑштарса итлесе ларчӗ. Эсир мӗн илтрӗр. — Тырра тивертсе янӑшӑн. Беккин сӑнӗ-питӗнче хӑрани палӑрса кайнӑ, ӑна куҫӗнчен пӑхсан, Том хӑй темӗн йӑнӑш каласа янине чухласа илнӗ. Ҫав вӑхӑтрах йытӑ хӑрлатса илчӗ, шӑплӑхра Тихон Вяловӑн лӑпкӑ сасси илтӗнчӗ: — Кам килет? — Пӗтӗмпех. Мӗн тӑвӑн вара эс унпа? Ҫапла вара апат вӑхӑтӗнче пичче питех те кирлӗ сведенисем илчӗ: ытти ӗҫсемпе пӗрлех вӑл Сакнуссем историне тата вӑл хӑйӗн докуменчӗсене мӗн пирки вӑрттӑнла ҫырса хӑварнине те, кунсӑр пуҫне пирӗн ыран проводник пулассине те пӗлчӗ. Тӳррипех калатӑп, эпӗ хам та ҫав Печорин килессине кӑшт тӳсеймесӗртерех кӗтсе тӑтӑм; штабс-капитан каласа панӑ хыҫҫӑн эпӗ ӑна кӑмӑлласах каймарӑм, ҫапах та унӑн характерӗнчи хӑш-пӗр енӗсем мана калама ҫук лайӑх пек туйӑнчӗҫ. Кайӑк юрри илтӗнмест; вӗсем шӑрӑхра юрламаҫҫӗ; анчах шӑрчӑксем пур ҫӗрте те чӗриклетеҫҫӗ. Эпӗ путса виличчен тӑшман пулипе вилме шутлатӑп. Вилес-тӗк шывра мар, вутра вилес. Вӑл мана хӑйӗн Дунай ҫинчи замокне чӗнчӗ. Вӑл мана хӑйӗн аслашшӗн ашшӗне Пӗрремӗш Павӑл патша хӑй аллипе ҫырса панӑ портрета кӑтартма пулчӗ, ҫакӑншӑн ӑна пирӗн командовани килӗштерессе вӑл питӗ шанатчӗ. Ҫут тӗнчене килнӗренпе Сеймурта пуҫласа пулсан та, Паганель, хулана тахҫантанпа пӗлсе тӑракан ҫын пек, отрядӑн пуҫӗнче пырать. Ахӑрнех, ӑна нихҫан та улталаман туйӑмӗсем ертсе пыраҫҫӗ пуль, мӗншӗн тесен ученый каравана «Ҫурҫӗрбритани гостиницин» хапхисем патне илсе пычӗ. Фургона ҫавӑнтах тӑварса пӑрахрӗҫ, лашасемпе вӑкӑрсене витене хупрӗҫ. Ҫулҫӳревҫӗсем тирпейле пӳлӗмӗсенче вырнаҫрӗҫ. Каҫпа, вунӑ сехет ҫитсен, пурте Ольбинет кӑтартнисемпе хатӗрленӗ сӗтел тавра пуҫтарӑнса ларчӗҫ. Паганельпе Роберт сӗтел патне пуринчен те кайран ҫитрӗҫ, вӗсем хула курса тавӑрӑнчӗҫ. Сӑмахран ӗмӗрне те татӑк тӑман географ хула ҫинчен ытлашши каламарӗ, мӗншӗн тесен вӑл тӗттӗм ҫӗрте нимӗн те курман. Сахалтарах алчӑраса ҫӳрекен сӑнавҫӑ пулсан, Сеймур урамӗсенчи ҫак вӑхӑтшӑн пулма пултарайман шӑплӑха мӗнле пулсан та асӑрханӑ пулӗччӗ: пур ҫӗрте те ҫакӑнта пурӑнакан ҫынсем иккӗн-виҫҫӗн пуҫтарӑнса тӑраҫҫӗ, ҫуртсен алӑкӗсем уҫах, вӗсен хуҫисем алӑк урлӑ сӑмаха ҫаптараҫҫӗ; ҫынсене темӗскер ҫӗклентерсе янӑ, вӗсем темӗскер ҫинчен пӗринчен-пӗри ыйтаҫҫӗ, ирхи хаҫатсене сасӑпах вулаҫҫӗ мӗн вуласа илнисене сиктерсе хӑвармасӑр каласа параҫҫӗ. Паганельрен асӑрхавлӑрах ҫын пулсан, паллах, ҫаксене хӑлхана чикмесӗр хӑвармастчӗ. Пӗтӗмпех витӗр курӑнать, часах каҫ пулчӗ. Акӑ, сӑмахран, эсир дворовӑй ҫынсем ҫинчен халӗ ун пек те, кун пек те калаҫатӑр… Индеец Джо кӑштах палӑрмалла чӗтренсе илчӗ. Ну, мусье, — тенӗ вӑл малалла пилӗк ҫул каярах одеколонпа суту-илӳ тӑвакан жидран илнӗ халтӑртатса кайнӑ фортепьяно ҫине кӑтартса: — кӑтартса пар-ха пире хӑвӑн пултарулӑхна: жуэ! Питӗ шала кӗрсе кайсассӑн тин, ӑна сирсе яма май ҫук чухне, хӑрушлӑх куҫ умнех сиксе тухрӗ. Паганелӗн мӗнле кӑмӑл пулнине никам та пӗлеймерӗҫ, мӗншӗн тесен ученый ҫӑварне кӗрсе кайнӑ пӑтранчӑк шывпа пӗрле юлашки сӑмахӗсене ҫӑтса антарчӗ. Эп сана валли хамӑн коллекцинче хисеплӗ вырӑн уйӑрсаттӑм! Пугачев аллине лекнӗ, ҫитменнине тата Швабрин пуҫ пулса тӑракан крепӑҫре ӑна юлма нимӗнле май та ҫук. Эленпа Мэришӗн пулсан, кунтан лайӑххи пулма та пултараймасть. Гленарван вӗсен хыпса илнӗ кӑмӑлне тивӗҫтерме васкарӗ. Вӑл пӗр океантан тепӗр океана ҫитиччен мӗн-мӗн курнисем ҫинчен йӑлтах каласа пачӗ: Кордильерсен урлӑ каҫни ҫинчен, ҫӗр чӗтрени, Роберт ҫухални ҫинчен, кандор вӗҫсе хӑпарни ҫинчен, Талькав персе яни ҫинчен, хӗрлӗ кашкӑрсемпе пулнӑ ӗҫ ҫинчен, ачан паттӑр ӗҫӗ ҫинчен, шыв тулни ҫинчен, аслатиллӗ ҫумӑрпа пушар ҫинчен, каймансемпе ҫавраҫил ҫинчен, Атланти океанӗн хӗрринче ирттернӗ каҫ ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пачӗ. Эпӗ тепӗр пӳлӗме кӗтӗм, унӑн стенисемпе маччисене пӗтӗмӗшпех эрешмен картисемпе каркаласа пӗтернӗ. Ӗнтӗ пурте пӗр харӑсах калаҫрӗҫ, уйрӑм сасӑсене уйӑрса илме те ҫукчӗ. Лайӑх лашанах пӗр штоф эрехле е буркӑлла панисем те пулкаланӑ. Эсир ӑна курнӑ хыҫҫӑн мана ҫыннине юратнипе тата ним шухӑшласа тӑмасӑрах ӗҫе тытӑннӑ, тесе мана айӑпламӑр тесе шанатӑп. Капитан ӗнтӗ 6 уйӑх хушши ҫак чи хӑрушӑ вырӑнта ҫапӑҫакан батарейӑсенчен пӗринпе командовать тунӑ, — ҫитменнине тата, блиндажсем пулман чухне те — тӑшман хупӑрласа илнӗрен варах бастионра пурӑннӑ вӑл, унтан тухма пӗлмен, моряксем хушшинче паттӑр та хастар ҫын хисепӗнче тӑнӑ. Вышимирский хӑй ӗнтӗ ӗлӗкрех ҫав план пирки урӑхла шухӑшланӑ пулӗ, мӗншӗн тесен вӑл та экспедицие хатӗрлесе ярас ӗҫпе ӗҫленӗ-ҫке, Николай Антоныч ӑна Архангельскине янӑ пулнӑ, унта унӑн экспедицие кӗтсе илсе тата та продуктсем хушмалла пулнӑ. Вӑл шухӑша ӳкнӗ, ҫӑра та усӑнчӑк куҫхаршисем айӗнчен тинкерсе пӑхса, кунӗ-кунӗпе усал та салху, — темӗн ҫинчен ыйтса тӗпчесшӗн пек, анчах сассине кӑларма хӑранӑ пек ҫӳренӗ. Эпир санпа… Кунта йӑлтах килӗнчи пек марри, уйрӑмах «панич» суккӑр пулни хӑюсӑрлантаратчӗ вӗсене. Анна Васильевна хӗрӗ юрланине вӑрттӑн итлесе тӑнӑ та тарӑхса кайнӑ. Хӑвӑра та, пире те чапа кӑларӑр. Пӗр хушӑ шухӑшланӑ хыҫҫӑн Джим мана кӑштах кивӗ япаласем илме сӗнчӗ тата хӗрача пек тумланма каларӗ. Вӑл халӗ те ҫыртса выртакан шӑлӗсем витӗр сывлӑша ӗмсе, ассӑн сывларӗ… Хӑнасене йышӑнакан пӗчӗкҫӗ пӳлӗмре палламан ҫын тӳп-тӳрӗ те ним хускалмасӑр тӑрать. Дворянсен пуҫлӑхӗ, куҫне чарса пӑрахса, ӑна пуҫӗпе сула-сула илчӗ, хула пуҫӗ аллине тӑсса пачӗ, старшина хӑйӗн хырӑмӗ ҫине пӑхса кулкаласа илчӗ. Ҫапла, шыраса пӑхар». Анчах пирӗн кунта, тылра, ҫӗмӗрнӗ вырӑнсенче — хуйхӑ кӑна. Кашни кун вуншар миля утсан, эпир асьендӑна чиперех ҫитӗпӗр. Мӗн тума? Ҫуркунне эпӗ ӑна уйра, лагерьсем патӗнче тӗл пултӑм, вӑл пуҫне суллакаласа, пӗччен, шыҫӑнса кайнӑскер, тӗве пек утатчӗ. — Мӑнаккан ывӑлӗ сан кредитор пулнине-и? Ҫакӑ калама ҫук чаплӑ вӑхӑтра Мария Гавриловна хӑйӗн амӑшӗпе *** кӗпӗрнинче пурӑннӑ, вӑл икӗ столица та ҫарсем таврӑннине мӗнле уявланине курман. Санин хӑйӗн икӗ юлташӗпе пӗрле пусма тӑрӑх иккӗмӗш хута хӑпарчӗ — сасартӑк тӗттӗм коридортан питне вуальпе хупӑрланӑ хӗрарӑм васкаса тухрӗ. Вӑл Санин умӗнче чарӑнчӗ, кӑштах сулӑнса кайрӗ, чӗтренсе сывласа илчӗ те, ҫавӑнтах урам тӑрӑх анаталла чупса кайса, куҫран ҫухалчӗ. Вӑл чупса тухни «ҫак хӗрарӑм сехет ытла ӗнтӗ иностранец г-н таврӑнасса кӗтсе ларчӗ», тесе пӗлтерекен кельнера та тӗлӗнтерсе ячӗ. Анчах пилӗк негртан иккӗшӗн вара яланах ҫак ӗҫре пулмалла. Хӑйсем ҫине сасартӑк тапӑнас-мӗн пулсан, юлташӗсем пурте пушӑ пулччӑр, — ҫапла тӗв турӗ Дик. — Вӗсем тарчӗҫ, вӗсене хӑваласа ҫитеймӗн. Виҫ пӳлмеклӗ ещӗк тупӑр эсир унта: пӗлӗр, ҫӳлти — асли валли, вӑта ҫӗрти — вӑталӑхне, аялти — чи кӗҫӗннишӗн пулӗ». «Ачасем умӗнчех, няня умӗнчех мӗн хӑтланаҫҫӗ!» — шухӑшларӑм эпӗ. Унӑн сӑн-сӑпачӗ Сократа аса илтерет: унӑнни пекех сарлака та мӑкӑрӑлчӑк ҫамка, унӑнни пекех пӗчӗк куҫсем, унӑнни пекех каҫӑр сӑмса. Ак хӑҫан пӗлтӗм эп вӑл мӗншӗн каҫсерен ҫывӑрманнине. «Ҫара ҫерҫи» хунар сурӑх тирӗн шалти шап-шурӑ енне ярт ҫутӑ ҫутатать. Виличчен пӗр уйӑх маларах вӑл хӑйӗн арчинчен шап-шурӑ ҫӳхе пир, шурӑ шалатка пусма тата кӗрен хӑюсем кӑларнӑ; хӑйне пулӑшакан хӗрпе пӗрле хӑй валли шурӑ кӗпе, калпак ҫӗленӗ, пытарнӑ чух мӗн-мӗн тумаллине вак-тӗвексем таранах каласа хунӑ. Ил-ха ак Саккӑрмӗш Генриха; пирӗн кусем, унпа танлаштарсан, вырсарни шкул директорӗ кӑна. Хӑйне персе вӗлернӗ. — Маншӑн пурпӗрех, хӑть те камӑн пултӑр!.. Вӑл ман енче, эсӗ ӑна ан тивнӗ пул! Яков Лукич сехӗрленсе ӳкрӗ: урса кайнипе Половцевӑн куҫӗсем сӑмса кӑкӗ патнелле пӗрӗннӗ, кӳпшек пичӗ толстовка тӗслӗ пулса кайнӑ. Ун ҫинчен Яков Лукич ҫаплах каларӗ: — Тӑрӑшса ӗҫлесен ир акса пӗтеретпӗр. Ҫӳхе хӑмасем ҫапса тунӑ сцена ҫинче икӗ партӑна вӗҫе-вӗҫӗн лартнӑ. Тахҫан ӗлӗк эпӗ Клодт баронӑн лашисене тӑмран тунӑччӗ. Ленинград ҫинчен шухӑшланӑ чухне те вара ҫав тӗлӗнтермӗш лашасем, кӗпер ҫинче тӑраканскерсем, куҫ умне килсе тухрӗҫ. Маншӑн Ленинградра кашни утӑмрах палӑксемпе мрамор хуралтӑсем ларта-ларта тухнӑ пек туйӑнать. Петька мана «Пӑхӑр юланутҫӑ» вуласа тухма хушрӗ, кун хыҫҫӑн вара ҫав чун туртмӗш хулана тата хӑвӑртрах каяс килекен пулчӗ. Анчах та мана, паллах ӗнтӗ, Мускавра хӑварма та, Севастополе яма та пултараҫҫӗ. Ҫурхи каникул вӑхӑтӗнче эпир Петькӑпа Энска кайса килтӗмӗр. Тӗрӗссипе каласан, каллех кайӑкла пытанса кайма тӳрӗ килчӗ, ара эпир укҫана «шкултан тухсан валли» тесе усратпӑр-ҫке-ха. Венеци илемӗ ҫуркунне пекех чӗрене хускатать, ӗмӗтсене вӑратать; вӑл, ӑнланса илмелле мар, анчах ҫав вӑхӑтрах ҫывӑх та вӑрттӑн телей евӗр, пурнӑҫа пӗлсе ҫитеймен чӗрене тертлентерет, виртлет. Мартини ун ҫине художник пек пӑхса илчӗ те:— Эсир чӑн-чӑн пике-патша, манӑн мадонна, аслӑ та чаплӑ Савски пике-патша! — терӗ. Огнянова ҫаплах шыратчӗҫ-ха. Ку хӗрарӑм мана пӗртте кӑмӑла каймастчӗ, анчах унӑн куҫӗ ман ҫине ҫав тери хаяр, тӳсме ҫук кичемлӗхпе тулса пӑхрӗ те, эпӗ ӑна ыталаса илсе, унӑн арпашса кайнӑ хытӑ та ҫуллӑ ҫӳҫесене шӑлкалама тытӑнтӑм. Ҫапла пӗррехинче, хӑйне юханшыв хӗрринчи ҫӳллӗ тӗмеске ҫине илсе кайсан, таҫта аялта юхакан шыв шӑмпӑртатнине уйрӑмах тимлӗн итлесе тӑнӑ вӑл, анчах ура айӗнчи чулсем хӑйпӑнса аялалла кусса кайнине илтсен, чӗри тапма чарӑнаслах хӑраса, амӑшӗн платйинчен ҫатӑрласа тытнӑ. Ан ултала! — Паллах! — тавӑрчӗ хӗр. Ара, Фёдор хыҫӗнчен курас тенӗ пӗрремӗш юлташ Рита-ҫке. Тӑватӑ миххине Ҫемен пырса пушатрӗ, анчах пиллӗкмӗшӗн анине салтса ярсан, Ушаков ҫакӑн ҫине хурчӑка пекех сиксе ӳкрӗ:— Санӑн аҫу ҫакнашкал вӑрлӑхпа акма хатӗрленнӗччӗ-им-ха вара? — терӗ те, Ҫеменӗн сӑмси умне тӳрех пӗр ывӑҫ хайхи вӑрлӑха ывӑҫласа пырса кӑтартрӗ. Дикарьсем лӑпланаҫҫӗ… Эпӗ шарламарӑм. Челкаш ун ҫине хӑйӗн ҫӑра куҫхаршисем айӗн лӑпкӑн пӑхнӑ та унӑн аллине вӗҫертмесӗрех малалла калать: — Эсӗ мана ан васкат. П-пӗлетӗр-и, ҫавӑн ҫинчен аса илсен, эпӗ ирӗксӗрех ҫапла шухӑшлатӑп: Риккардо мана эмеллемелле пулнӑ пулсан, уншӑн эпӗ епле хаклӑ япала пулнӑ пулӑттӑм. Мӗншӗн? Вӗсем никамах та интереслентермен япаласем ҫинчен калаҫаҫҫӗ: кил валли мӗн туянмалла? княҫӑн Sophie хӗрне тата Madame Julie-не мӗн каламалла? ҫул лайӑх пулӗ-ши? — Эпӗ-и? Ҫав ҫынна… вӑл та кунта ҫук… тахҫанах пулнӑччӗ ку. Леноре фрау кулса пуҫне кӑшт пӑрчӗ те хӗрне хӑй патӗнчен тӗртнӗ пек турӗ. Ҫук, тӑхта-ха эсӗ…» — Вилӗ ҫынна-и? — Апла-тӑк пӗлместӗп. Мӗнле тӳрре тухас-ши ман унӑн умӗнче? — Ҫичӗ ҫынна икӗ кун пурӑнмаллӑх апат, — терӗ Мак-Набс. Андрей юрлать, аллисене вӑл каялла тытнӑ, пуҫне ҫӗкленӗ. Вӑл ҫамрӑк, эсир хӑвӑрах пӗлетӗр, ҫамрӑк, амӑшӗ вилнӗ хыҫҫӑн нумаях та пулмасть тӗпе юлчӗ. Громкоговорительрен капитан сасси илтӗнсе кайрӗ: — Юлташсем! Пирӗн айра Тӑвӑллӑ Океан. Темиҫе секунда хушши вӑл ҫак сӑн диван тӗлӗнчи тӗкӗр ҫинче курӑнакан хӑйӗн сӑнӗ пулнине ӗненмесӗр тӑчӗ, унтан хурлӑхлӑн кулса илчӗ те каллех питне, мӑйне, кӑкӑрне пӑрпа сӑтӑрма тытӑнчӗ. «Кайран калаҫӑпӑр санпа, хамӑр енчисем, ытларах калаҫӑпӑр: халь эпир майра патша патне каятпӑр-ха». Пуҫӑра ан усӑр. Хут татӑкӗ ун аллинче кӑшт чӗтресе илчӗ. Кунтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук, мӗншӗн тесен кунти кашни пӑр катӑкӗ пирӗн Европӑри пӑр катӑкӗсенчен пин те сакӑрҫӗр хут пысӑкрах. Кораблев каллех ман енне пӑхса илчӗ. Пирӗн туслӑх ҫине виле тӑпри купаланса выртӗ! — Савнӑ ҫыннӑм, эпӗ тӗлӗнетӗп, епле эсир мана ҫавӑн пек сӗнме пултаратӑр?.. — Лартӑп-ҫке, пӗрле ӗҫӗпӗр, лайӑх ҫумлан пулсан. Ҫавӑнпа эпӗ сӑмаха ытти корольсем ҫине куҫартӑм, Соломон ҫинчен тек калаҫмарӑм. Ҫул хӗрринченех хирчӗк вӗҫсе тухрӗ. — Кайрӑмӑр, атте! Шӑпах ҫав кун персе те ҫитрӗ. Ҫынсем ҫук чухне тутарсем те килсе тапӑнма пултараҫҫӗ, — вӗсем, туроксен йыттисем, куратӑркачах тата хуҫи килте чухнех килме хӑяс ҫук, анчах хыҫалтан, ура тупанӗнчен ҫыртса илӗҫ, ыраттармаллах та ҫыртса илӗҫ. — Король чухнех-и? — Ҫак вӑхӑт хушшинче, тен, вӑл хӑйне юри ҫавӑн пек тыткаланӑ, халь ӗнтӗ хурал тӑракан салтака ҫывратасшӑн е тата мӗнле те пулсан мыскара тӑвасшӑн? Огнянов тепӗр сӑлтав та асӑнма пултаратчӗ: ырса ҫитнипе те шӑннипе унӑн суранлӑ ури хытӑ ырата пуҫларӗ. Пӗр пӳлӗмӗнче эпир пит нумай чӑмӑр япала тупрӑмӑр; вӗсем пирӗн пуҫ пысӑкӑш. Вӗсене пурне те калама та ҫук йывӑр металран тунӑ. Ҫакӑн пек чӑмӑра ҫӗклеме пит нумай вӑй кирлӗ. Тепӗр пӳлӗме темле чылай вӗтӗ те ҫӑмӑл хура пӗрчӗсем тултарнӑ. Эпир ывӑҫ тупанӗ ҫине аллӑ пӗрчӗ таран хурса тытма пултартӑмӑр. Нивушлӗ вӑл йӑнӑшрӗ? Французӗ хӑйне хӑй питӗ тӑп-тӑп, йӗркерен тухмасӑр тыткаланӑ. Старик таврари хресченсенчен те ыйткаласа пӑхнӑ, - лешсем шарламан, пуҫӗсене ҫеҫ сулкаласа илнӗ, Лантенак киревсӗр ҫын, ҫавӑнпа ун ҫинчен ҫӑвар та уҫман. Тӗттӗмре ним те паллӑ пулман. Вӗсем карта тулашӗнче тӑраҫҫӗ. Коля Колокольчиков штаб-трубач аллинче — йӑлтӑртатса тӑракан йӗс горн. Ҫара уран Гейка, ҫиллесскер, япаласем чӗркемелли хутран ҫыпӑҫтарса тунӑ пакет тытса тӑрать. — Пуҫланчӗ! — калама тытӑнчӗ вӑл. — Халӑх хускалма пуҫларӗ! — Сигара илсе килес-и сан валли? — ыйтрӑм эпӗ, апатланнӑ хыҫҫӑн вӑл яланах вӗсене илме янине аса илсе. Эпир чӑнах та ҫапла турӑмӑр. — Тӑратпӑр! — кӑшкӑрчӗ Павел хавассӑн. — Ҫапла, эсир хӑвӑр. — Эпӗ асӑрханӑп, — тавӑрчӗ улӑп, хӑйне ытлах шанмасӑр. Чирлӗ пирки вӑл манпа та курнӑҫаймарӗ, эпир унпа кӗҫнерникун тӗл пулмаллаччӗ. Ӗнер каҫхине эпӗ ун патне кӗтӗм те мана: вӑл йывӑр выртать, ҫавӑнпа никама та йышӑнма пултараймасть, терӗҫ. Огнянов револьверне туртса кӑларчӗ те тӗрӗке сӑнаса пӑхма тытӑнчӗ, лешӗ шултран яра-яра пусса сукмакпа ҫӳлелле хӑпарчӗ. Тата итлетӗп акӑ — сасӑ пӗлӗтрен аннӑ пек. Ӑҫта кӑна пӑхатӑн, пур ҫӗрте те йывӑҫ ҫине йывӑҫ тултарнӑ, патмар николаевски ҫуртсенче халӗ госпитальсемпе шкулсем вырнаҫнӑ, ҫав ҫуртсене тӑрӑх тӑвӑр йывӑҫ кӗперсем пур, урама та йывӑҫпа сарса тухнӑ, шыв хӗрринче вара темӗн чухлӗ тин каснӑ хӑма купала-купала хунӑ. Хӑйӗн юлташӗсемпе калаҫма ниепле те май килмерӗ Дика, мӗншӗн тесен вӗсене караван пуҫне тӑратрӗҫ. Давыдов чаршав хыҫӗнче ӳсӗрсе илчӗ. Анчах йӑлтах урӑхла пулса тухрӗ. Эсӗ шухӑшласа ил-ха: эпӗ чӑнлӑха пӗлместӗп пулсан, мӗнле суйӑп-ха? Эпӗ сана чунтан калатӑп вӗт-ха: чӑнлӑха пӗлместӗп эпӗ, апла пулсан, мӗнле суйма пултаратӑп-ха? — Ачам, эсӗ суятӑн! — терӗ арҫынсенчен пӗри. Гусев кукленнӗ те — ӗнтӗркевлӗ сӗм тӗттӗмре ларать. Пусасса колхоза кӗнисем те, пӗччен хуҫалӑхпа юлнисем те пусаҫҫӗ. Питӗ тирпейсӗр купаланӑ чул хӳмене пӗтӗмпех салатса пӑрахнӑ, килкарти урлӑ нимӗҫсен кукӑр-макӑр траншеи иртет. — Чим-ха, — терӗ вӑл, — ӑҫта кун пек суранланнӑ-ха эсир? — Икӗ ҫырӑвӗ те тата почта сумкинех лекнӗ. «Итле-ха, пан!» терӗ Янкель: «пӗр ҫынпа канашланса пӑхмалла. Хула тулашне наука тӗллевӗпе уҫӑлса ҫӳреме тухнӑ вӑхӑтра ун шлепки тӗрлӗрен хурт-кӑпшанкӑ витрини пек курӑннӑ. Майра йӗпписемпе тирнӗ тем чухлӗ хурт-кӑпшанкӑ шлепкен шал енче те, тул енче те ҫакӑнса тӑнӑ. Анчах часах ывӑнни тата ӑшӑ хуйха ҫӗнтерсе илнӗ… Унтан вӑл кулӑшла тум тата пуҫне хут калпак тӑхӑннӑ, аллине шӑнкӑравсем тытнӑ курпун та илемсӗр карлике курчӗ. Ҫынсем ҫав курпун клоуна алӑ ҫупнӑ иккен. Бабтистсен проповедникӗ Гобсон та, Лот Хови дьякон та, Бен Рэкер та, Эбнер Шеклфорд та, Леви Белл адвокат та, Робинсон тухтӑр та, вӗсен арӑмӗсем те, тӑлӑх арӑм Бартли те… татах пур-ха та — кусем вара Питерӑн уйрӑмах ҫывӑх ҫыннисем, вӗсем ҫинчен тӑван ҫӗршывне те ҫырсах тӑратчӗ вӑл, ҫавӑнпа Гарви, кунта килсен, туссем часах тупать. Ура лапписем шӑйрӑла-шӑйрӑла кайнӑ та, вӗсенчен юн сӑрхӑнса тухать. Вӗсен тӑррисене пир карӑнтарнӑ, ялтан тавар илме лавпа килекен ҫынсем лавкка юписем ҫумне лашисене кӑкараҫҫӗ. — А эпӗ… Юлашкинчен алӑка уҫрӗҫ; вӗсене тӑвӑр пусма ҫинче аллинче ҫӑраҫҫисемпе ҫурта тытса тӑракан монах кӗтсе илчӗ. — Вӑрлӑхлӑх тырӑ илме. — Хӑлхасем ӑшӗнче пӑртак ыратнине шута илмесен, урӑх нимӗн те ыратмасть. Ҫак панулмие курсан, Томӑн ӑна питех ҫиес килсе кайрӗ, анчах вӑл каллех пикенсех ӗҫлеме тытӑнчӗ. Анчах вӗсем чул кӑларнӑ вырӑн патӗнче чарӑнса та тӑмарӗҫ. Салли аппа хӑвӑртрах килтӗрччӗ те манпа мӗн тӑвас килнине тутӑрччӗ тетӗп, хӗнес тесен хӗнетӗрччӗ пӗрех хут, вара эпӗ кунта мӗн пулса иртнине Тома хӑвӑртрах кайса пӗлтернӗ пулӑттӑм; ытлашши тӑрӑшнӑ-мӗн эпир, ҫав тери хӑрушӑ сӑпса йӑвине хускатнӑ, тур ҫырлах! Тек ухмахланса вӑхӑта ирттерме кирлӗ мар, хӑвӑртрах Джима илсе тухса тармалла кунтан, унсӑрӑн ку эсрелсем пире те ярса тытаҫҫӗ. Озеров капитана тӗл пулсан, Яхно комиссар та хӗпӗртерӗ. Вунӑ ҫул илетех, ҫакна тӗплӗн пӗлетӗп эпӗ! — хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Ҫӑрттан мучи. Айртон ирландеца пуҫ тайса ырӑ сунчӗ те, татах ыйтусем парасса кӗтсе, калаҫма пӑрахрӗ. Пирӗн ҫинчен ҫын мӗн калӗ, тесе шутлатӑп хам. Вӑл чӑнах та ҫамрӑк пулнӑ — вунсакӑр ҫултан мала мар — хӑйӗн пӗвӗпе те пысӑках мар пулнӑ. Ҫавна тӳлесе татмашкӑн манӑн хамӑн шпорӑсемпе, кӗмӗл бокалпа, тен пӑшалпа та уйӑрӑлмалла пулать пулӗ. — А-а, мӗнех-ха, апла пулсан, лайӑх кӑмӑлӑршӑн тавтапуҫ. Мӗн ытларах кайнӑҫемӗн ҫеҫенхир хитреленсех пырать. Вӑл Венӑри хӑйӗн пӗлӗшӗсен канашӗсемпе усӑ курса, клипс, пиҫиххи, ҫуталса тӑракан тӳмесем, Италире тунӑ тӗлӗнмелле альбомсем тата кофе авӑрттармалли ниме тӑман япала евӗрлӗ пит хитре пӗчӗкҫӗ арман туянса ячӗ. Урайне аллипе сӗртӗнсе, лешӗ ӑна, пуҫ тайса илчӗ. Пирӗн батарейӑсем шӑпланмарӗҫ. — Хам та пӗлместӗп, улпутӑм. Цимбал ун ҫине тӗлӗннӗ пекрех пӑхса илчӗ. Кинеми куҫҫуль витӗр тав тума тытӑнсан, Соломон уҫҫӑн кулса илнӗ те:— Тӑхта, — тенӗ, — ку кӑна мар-ха. Ҫул ҫинче курӑнса ларакан симӗс вагонсем патне пырас тесе, ҫынсем перрон ҫине кӗмелли алӑксем патӗнче пиншерӗн кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Эсир халӗ тапӑнма хатӗрленетӗр. Туссем темиҫе утӑм чӗнмесӗр утрӗҫ. Сана пӑлхавҫӑ та тет, хурах та тет, ҫын вӗлерекен те тет!.. Эсир ӑна ҫав тери ӗшентерсе ҫитернӗ, шеремет выльӑхӗ ӗнтӗ эсир улӑштарса илнине ылханчӗ пулӗ те, пӑртак канас тесе хӑй ӗлӗкренпе ҫӳренӗ вырӑналла чупрӗ пулӗ. Куна вулакан хӑй те лайӑх туять пулӗ. Ҫапла шухӑшласа пырса вӑл генерал пулса тӑчӗ, генерал пулин те, вӑл хӑй юлташӗн тӑлӑха тӑрса юлнӑ арӑмӗ патне, вӑл вӑхӑт тӗлнелле, ун шухӑшӗпе, юлташӗ вилме тивӗҫ, Наташа патне ҫӳреме именсе тӑмасть, ҫаплах кайкаласа ҫӳрет вӑл ун патне, бульварти музыка кӗвви уҫҫӑнрах илтӗнсе кайсан вара, ун куҫӗ умне ҫынсен ушкӑнӗсем курӑнса кайрӗҫ, вӑл вара бульвара ҫитсе кӗчӗ те, унчченхи пекех, ҫаврӑнӑҫусӑр, именӳллӗ, нимӗн тӗшне тӑман штабс-капитанах пулса тӑчӗ. Пӗри анлӑ хыҫлӑ та умӗ ансӑр, тепри хыҫӗ ансӑр та умӗ анлӑ. Ҫинчен тата эсӗ тӗрӗс каланӑ иккен. Ултӑ сехетре ҫулҫӳревҫӗсем апатланчӗҫ. Анчах, хитре мужик хӗрарӑмсене тивместчӗ, вӑл вӗсем ҫине инҫетрен ҫеҫ темле ӑрат нарах куҫпа, такама — те хӑйне, те вӗсене хӗрхеннӗ пек пӑхатчӗ. Епле сире тивмесӗр хӑварчӗҫ? — Ҫук, йӑнӑш ҫырман, — хуллен те вӑраххӑн, картлашкасем тӑрӑх эшафот ҫине хӑпарнӑ пек, ответ пачӗ Алексей. Куна ӑнлантарма питӗ ансат: ракетодром ҫинче тӑнӑ чухнех ракета Хӗвел тавра секундра 30 км хӑвӑртлӑхпа куҫнӑ. Эпӗ кам иккенне сасӑранах пӗлме пултараҫҫӗ-ҫке. — Тӗрӗс. Пулӑшӑр! — кӑшкӑрать ним тума пӗлмен амӑшӗ. — Эпӗ сире каларӑм, — тенӗ Вэра, — Диасӑн ҫак ачаран, пирӗнтен те ытларах сыхланмалла. Кӗҫех эпӗ вӑл хамран пӑрӑнма тапратнине асӑрхама пуҫларӑм. Ман адрес: Заполярье, Киров урамӗ, 24. Унта пӗрер сехет анчах канать, каскалать, ҫатан корзинкӑсем йӑтать, каҫ пулсан вара, хаваслӑ та хастарскер, вӑкӑрсене кантрисенчен сӗтӗрсе тата вӗсене вӑрӑм хулӑпа хӑваласа, станицӑна таврӑнать. Унӑн чӗркуҫҫийӗсем чӗтренӗ, вӑл вӑй-халран сулӑннипе йӗре пуҫланӑ. Вӗсем, тӗлӗнмелле ҫӑмӑлланса, телейлӗскерсем тата хырӑмӗсем питех выҫнӑскерсем, лагере таврӑнчӗҫ. Анчах калаҫма никам та пулман… — Хам пӗр хӗрӗх е вӑтӑр ҫулсенче пулнӑ пулсан юрӗччӗ. — Каларӑм вӗт-ха, ыран тӳлетӗп тесе: епле кӳрентерме хӑятӑр-ха эсир мана? Ҫулталакӑн ку вӑхӑчӗсенче кунта шыв тулнисем сайра пулаҫҫӗ, анчах вӑл тулнӑ-тӑк — нимӗн те тӑваймӑн. — Ларӑр, господа, — терӗ офицер, ура ҫине тӑрса. Вӑл хӑнисем ҫине пӑхмасӑрах палатка еннелле утрӗ. — Сан ӗҫ мар, йӗксӗк! Эп хам валли еркен хӗрарӑм тупатӑп, — тенӗ вӑл. Ҫак каҫхине Томпа Сида, яланхи пекех, сакӑр сехет ҫурӑра ҫывӑрма кӗртрӗҫ. Тепӗр самантах унӑн аллисем аяккисем тӑрӑх чӑсӑлса кайса, хыттӑн ҫыхӑнса ларнӑ. Сасартӑк вӑл кантӑк умӗнче епле тӑнине аса илтӗм, эп хӑй патне пырсан, вӑл картишнелле тинкерсе пӑхатчӗ, ытла салхуллӑччӗ хӑй, кӑшт хӗрӗнкӗрех те. Ку эрех питех те илемлӗ, хӗр пекех ҫепӗҫ. Розӑна юратса пӑрахнӑ шӑпчӑк ҫинчен калакан авалхи юмаха илтнӗ-и эсир? Унӑн хӑрах пар лаша яланах хатӗр тӑратчӗ; каймасан самантрах хӑй вӗҫтерсе ҫитетчӗ… «Ку чӑн-чӑн япала, ку япаларан ырри ним те ҫук; ҫиме ыйтмасть, нумай вырӑн йышӑнмасть, яланах кӗсьене вырнаҫма пултарать, ӳксен те ҫӗмӗрӗлмест», тенӗ вӑл яланах. — А! Ну, чӗнсе кӗрт ӑна. Арҫынсен нумайӑшӗн кӑмӑлӗсем ҫемҫелсе кайрӗҫ, нумай хӗрарӑм хӗрхеннипе йӗрсе-макӑрса ячӗ. Хыҫаларах утса пыракансенчен ыйткаласа пӗлтӗмӗр. Хулари ҫынсем пурте спектакль курма пухӑннӑ пулнӑ-мӗн, никам та нимӗн те пӗлмен, лӑпкӑнах пӑхса ларнӑ. Сцена ҫине король сиккелесе тухать те хайхи, тахӑшӗ паллӑ парса систерет, халӑх вара тӳрех сиксе тӑрса вӗсене ярса илет. Чирлисемпе ваттисене ваттисен ҫурчӗсенче пӑхса усраҫҫӗ; ку империре кӗлесе ыйтни мӗнне пӗлмеҫҫӗ: кунта ыйткалакансем ҫук. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм чӗрӗ чун вӑранчӗ те хускалкалама пуҫларӗ. Темиҫе хут ӳкерсе хӑтланнӑ хыҫҫӑн ҫирӗм икӗ ӳкерчӗк самаях курӑнмалла тухрӗ. Назначени илсен, Новосибирскине те кайма хатӗрленнӗччӗ. — Мӗншӗн вара кунта килсенех Кораблев патне ҫырмарӑн? Андрей Разметнов хӑй ушкӑнӗпе Фрол Дамасков патне лешӗ килйышӗпе шӑпах кӑнтӑрлахи апат тунӑ вӑхӑтра пырса кӗчӗ. Юнкун эпӗ пӑрахутпа Рио-де-Жанейрӑна каясшӑн, унта манӑн кукка пурӑнать. — Тӑвансем, ан тапранӑр вырӑнӑртан! — терӗ Вулич, пистолет кӗпҫине ҫамки ҫине тӗллесе. Шӑши вичкӗнленчӗ, вӑй хушрӗ, акӑ сӑмсине ҫӗклерӗ, сӑмси шӑтӑкӗсене хускаткалать, акӑ ҫӑвӑнать. — Ну, кала хӑвӑртрах! Вӑл час-часах Тарас тетӗшӗ ҫинчен калаҫма юратнӑ. Хӑйӗн тетӗшне вӑл нихҫан та курман, анчах ун ҫинчен темӗн те пӗр калама пултарнӑ. Люба сӑмахӗ тӑрӑх, Тарас Анфиса юмахӗсенчи хӑюллӑ, таса чӗреллӗ хурахсем пек тухнӑ. Таврари обстановка ӑна юстицие пит асла хурса хисеплеме кирлине кӑтартса тӑнӑ. Обер-ефрейторӑн та Марийка умӗнче хитре пулас килсе кайрӗ, — сӑн-сӑпачӗпе ҫеҫ мар, чунӗпе те, ҫавӑнта ӗнтӗ вӑл, ҫак кӑмӑла пӗтӗмӗшпех парӑнса, хӑй кӗтмен ҫӗртенех, ҫак вырӑс пики кӑмӑлне ҫырлахтарма шут тытрӗ. — Эсир мана хӑвӑра юраттарасшӑн мар — акӑ мӗн! кӑшкӑрса ятӑм салхуллӑн, ирӗксӗрех хӗрӳленсе. Лосьӑн ҫӑварӗ чӑрсӑррӑн уҫӑлчӗ: — Юрать, эпӗ кӗрешетӗп. Вара лешӗ кӑшкӑрса ячӗ: «Сире манӑн ята пӑсса намӑс кӑтартма кам ирӗк пачӗ?» Акӑ ӗнтӗ Беспортев хушнипе вӑйӑҫӑсем купӑс калама чарӑнчӗҫ, вӑйӑ ҫыннисем ташлама чарӑнмасӑрах юрласа ячӗҫ. Пурте вӗсем — хӗрарӑмсем те, арҫынсем те — тупӑкҫа ҫавӑрса илнӗ, ӑна пуҫ тайса саламлама тытӑннӑ. Пӗр чухӑн ҫын анчах, нумаях пулмасть укҫасӑр пытарнӑскер, хӑйӗн ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирӗ пирки вӑтанса, ҫывхармасӑр кӗтесре йӑвашшӑн пӑхса тӑнӑ. Эккей, хӑрушла михӗсем! Юрӗ-ха вӗсене хура тул ҫӑкрипе е тулӑ пашалупе тултарнӑ пулсан, вӑл та тем пек. Дик Сэнд Ватпа, Остинпа пӗрле рей ҫине хӑпарчӗ, аран-аран пулин те, брамселе пуҫтарчӗ. Унӑн сӑнӗнче темле ҫӗнӗ япала сисӗнет — ҫӑвар хутламӗсем ҫивӗчленнӗ, куҫӗ тарӑнланнӑ. Пӗр иккӗленмелли те ҫук, ку господасем Конституци проектне критикленӗ ҫӗрте пӗтӗмпе пӑтрашӑнса кайнӑ, пӑтрашӑнса кайса сылтӑмпа сулахая та пӑтраштарса янӑ. Ҫӑрттан мучи ҫакна пит ӗненмелле сасӑпа каларӗ, ҫавӑнпа та карчӑкӑн ҫилли сӗврӗлчӗ, анчах упӑшки ҫине ҫаплах сӑнаса пӑхса, ассӑн сывласа илчӗ: — Вӗренес вӑхӑт иртнӗ ӗнтӗ манӑн, ҫитменнине тата кирлӗ те мар. Икӗ хӗрача, кӗске ҫивӗтлӗскерсем, кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпарса кайса, унтан кайӑксем пек сӑнама тытӑнчӗҫ. Фигура лач сурчӗ. — Хӑяймастӑн-и? — кулса илчӗ вӑл. — Ах, акӑ мӗнле! Хӑяймастӑн! Аркату пӗтрӗ. Ҫав вӑхӑт тӗлне кун каҫ еннелле сулӑнчӗ. Аттепе Генри тата ыттисем ӑҫта вара? Учитель, ачасене яланах хытӑ тыткалскер, тата хытӑрах тыткалама, тата хытӑрах ыйтма тапратрӗ: экзаменра пӑхса ларакан ҫынсем умӗнче шкул мухтанма пултартӑрччӗ, терӗ вӑл. Ҫав вӑхӑтра пӗтӗм пӳлӗме борщ техӗмӗ сарӑлчӗ, самай выҫӑхнӑ хӑнасен сӑмсине вӑл кӑмӑллӑн кӑтӑклантарчӗ. — «А сан аппу, — каллех сӑмах хушрӗ Женя, аккордеона илнӗ май, — Ольга ятлӑ пулас?» — терӗ мана хайхискер. — Паллах, ҫапӑҫасса ҫапӑҫӗҫ ӗнтӗ, — Яхнопа килӗшрӗ вӑл, — анчах ҫапӑҫура мораллӗ вӑйсемпе кӑна ҫырлахма ҫук вӗт-ха! — Кӑна та эсӗ шухӑшласа кӑларнӑччӗ вӗт. Унзер, унзер, унзер… — Мӗн мӑкӑртататӑр эсир, Ромашов? — сасартӑк хыттӑн ыйтрӗ Александра Петровна. — Анчах манӑн ӑҫталла каймалла, тӑвалла-и, е анаталла-и? Вӗсем юханшывӑн чӑнкӑ ҫыранӗпе аран-аран, ҫав тери пысӑк хӗнпе аялалла анаҫҫӗ, ҫак икӗ ҫулҫӳревҫӗрен пӗри, малта пыраканни, ҫивчӗ кӗтеслӗ чул катӑкӗнчен такӑнчӗ. Урам тӑрӑх ним чӗнмесӗр утса пычӗҫ. Пӗр вӑтӑр ҫултан иртнӗ, мӑшкӑласа кулакан куҫсемлӗ тата темле ӑраснах ҫавӑрӑнакан ҫивӗч чӗлхеллӗ, ҫирӗп, таса хӗрарӑм Натали Козловская пуринчен те лайӑхрах каласа кӑтартатчӗ. Йытти те кунӗпех ун хыҫҫӑн вӑрӑм та лапсӑркка хӳрине усса ҫӳренӗ. Мӗн хӑямат! Эпӗ тинкерсех ҫакӑнта ларакансене сӑнама тытӑнтӑм. — Тухса кайрӗ ӗнтӗ. Курнӑҫнӑ чухне, паллах ӗнтӗ, вӑл сире пӗлтерӗ-ха акӑ, плансем… майлӑ ситуаци… Икӗ эрнерен вӗсем каллех тӗл пулчӗҫ, Владимир Петрович хӑй сӑмахне тытрӗ-тытрех. Украина чиккинче козаксен ҫӗр ҫирӗм пинлӗ ҫарӗ курӑнса кайрӗ. Ҫак икӗ прибор карап миҫе миля кайнине ҫывхартса пӗлме, карапа хӑй ҫулӗпе кӑшт та пулин тӗрӗс тытса пыма май пачӗҫ. Тусанланнӑ шинельне уртса янӑ, пуҫне картуз тӑхӑннаскер, вӑл чӳрече янаххи ҫинче ларать; Аркадий шавлӑн кӑшкӑрса хӑйӗн мӑйӗ ҫине ыткӑнса ӳксен те Базаров тӑмарӗ. — Акӑ кӗтменччӗ! Манӑн пуҫ ҫавӑрӑнса кайрӗ… Вокзалра пултӑм. Харьковран килнӗ поездӑн буферӗсем ҫинчен шӑнса хытса кайнӑ вилӗсене антарчӗҫ. — Ку вӗт «Ӑмӑрткайӑк пикӗ!» — терӗ Лена. Утравӑн ку енне юханшыв темиҫе миля таранах сарӑлчӗ, Миссури енче вӑл малтанхи пекех ҫур миля сарлакӑш кӑна юлчӗ, мӗншӗн тесен Миссури ҫыранӗ йӑлтах сӑрт-туллӑ. Этем ҫӗнсе илнӗ вӑй халӗ — этеме хирӗҫле. Кунта пӗр тухтӑр пур, уҫӑ кӑмӑллӑ ҫын, хаваслӑскер, вӑл вара урӑхла шухӑшлать: ӑс-тӑн — пӗчӗк ача, тет, уншӑн пур япала та — вылямалли тетте, пӗтӗмпех кулӑшла; вӑл ӑна та, кӑна та мӗнле тунине тата шалта мӗн пуррине те курса пӗлесшӗн. — Ӗнтӗ ир пулнӑ пулӗ терӗм эпӗ. Ҫак ҫӗршывра чее политик пулса хӑйӗн чапне сарасшӑн тӑрӑшакан ҫынсем, ӑсран тайӑлма пуҫланӑ административлӑ органсене ҫӗнӗ вӑй хушма тӑрӑшакан ҫынсем, ҫынсене савӑнӑҫран пӑрса ярас е вӗсен савӑнӑҫне пӗтерсе хурас тесе тӑрӑшакан ҫынсем, хӑйсен арчисене ҫынсенчен туртса илнӗ пурлӑхпа тултарса лартас тесе тӑрӑшакан ҫынсем яланах пӗр-пӗринпе каварлашу тӑваҫҫӗ. — Анфиса! Хӑвала хӑвӑртрах! — терӗ Давыдов, ачана куҫӗнчен тимлӗн пӑхса. Ҫак сасӑсене пӗр вӑл ҫеҫ хайне евӗр ӑнланать: вӗсенче вӑл кивӗ шлюз витӗр шӑнкӑртатса юхакан шыв сассине те, тӗттӗмленнӗ аллейӑри ҫӗмӗрт пӑшӑлтатнине те илтет. Ӑнлантӑн-и? — терӗ вӑл ӑна. Краватьпе юнашар ларакан сӗтел умӗнче труҫикпе майка вӗҫҫӗнех Женя ларать. Ыран? Хӑвана типӗтнӗ те вӑл хӗртнӗ пралукпа ҫунтарса унӑн варрине кӑларнӑ, ултӑ ҫавра шӑтӑк шӑтарнӑ, ҫиччӗмӗшне чалӑшла каснӑ, вара, пӗр вӗҫне ансӑр хушӑк хӑварса, йывӑҫ татӑкӗпе пӑкӑласа лартнӑ. — Джон, — терӗ ҫамрӑк капитана Гленарван майӗпен, — е эпӗ хӑтарап хамӑн арӑма, е унпа пӗрлех вилеп. Вӑл мӑштах тӑрать. Эсир, кӗлтуса, ман умранах иртсе кайрӑр, анчах мана асӑрхамарӑр, эпӗ сиртен пулӑшу ыйтса кӑшкӑрса ятӑм, манӑн асапӑмсене чармашкӑн мӗн те пулин: наркӑмӑш е ҫӗҫӗ пама ыйтрӑм, мӗншӗн тесен эпӗ ун чухне тӑна ҫухатасси патнех ҫитнӗччӗ. Ҫак пухура педгогсенчен Кораблевпа Николай Антоныч кӑначчӗ. Сасартӑк кунта миллион пулсан! Борт ҫине тавӑрӑнни Гленарван, экспедици ӑнӑҫсӑр пулчӗ тесе, тӗлпулу хаваслӑхне пӗтересшӗн мар. — Ну мӗнех, — юратӑп та! — куҫӗсене ялтӑртаттарса, чӑрсӑррӑн тавӑрчӗ Олеся. Старикпе ача курӑк ҫине юнашар выртрӗҫ, пуҫ айне хӑйсен кивӗ пиншакӗсене хучӗҫ. Пӗчӗк ачан айӑпсӑрлӑхӗ унӑн йӑхӗн усал ӗҫӗсене те мантарать; пӗчӗк чунӑн вӑйсӑрлӑхне пула вӑл мӗнле йӑхран тухнине те аса илместӗн. — Часах урӑх юрӑ илтӗн-ха, ӑна эс Дамянчо пулӑшмасӑрах ӑнланӑн, — мӑкӑртатрӗ Огнянов хапхаран тухнӑ чух. — Кам кунта татах тӗкӗннӗ-ха ҫак асап чӑтнӑ ҫынсене? — тет вӑл ачасене, мӗнле те пулин «йӗркесӗрлӗх» асӑрхасан. Акӑ ман паталла, хрен курӑкӗн пӗтӗрӗнсе пӗтнӗ вӗтӗ чӗрӗмӗсемпе сапса, пӑтӑпа тултарнӑ тем пысӑкӑш чӗлӗ кӗреке сӗтелӗ урлах ишсе килет! Гондола Лидон шал енчи ҫыранӗ патне ҫитсе чарӑнчӗ. Россия, ӗлӗкхи евӗрех, хӑйӗн ӗмӗрхи чирӗпе — ирсӗрсем нумаййипе — асапланать. — Джо Гарпер сӑвӑсӗ камӑн-ха? Пӗррехинче Воропаев хӑйӗн полевой сумкинчен «Этем мораль йӗркине вӑрҫӑра тӗрӗс тытса пырасшӑн элеменчӗсем» темӑпа ҫырнӑ хутсене туртса кӑларчӗ те вӗсене сархайнӑ чӗтӗрекен аллисемпе уҫкалама тытӑнчӗ. Тахҫан вӑл ҫак ӗҫе питӗ кирлӗ те пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулмалла тесе шутланӑ. Драгомиров рупор тӑвать те — ак ҫапларах — кӑшкӑрать: «Поручи-ик, — тет, — ҫакнашкал аллюрпалах гауптвахтӑна, ҫирӗм пӗр куна, ма-арш!..» Иван Иванычӑн ӗҫ пӑшал пенипе пӗтмен. Вӑл манӑн ыйту ҫине ҫийӗнчех хирӗҫ тавӑрса каламарӗ. Эпӗ ҫӑкӑн ҫинчен хам мӗнешкел уссӑр шухӑшланисене вулакана ӑнлантарас шутпа кӑна каласа патӑм. Манпа мӗн тӑвас тенине тӑвӑр! Шурӑ, ҫӑмӑл пӗлӗтсем ним хускалми тӑраҫҫӗ, вӗсен ҫийӗпе ҫаврака уйӑх хӑвӑрттӑн кустарса пырать. Эпӗ нимскер те пытарма шутламастӑп. — Мӗншӗн каймарӑн, тетӗн? Кӗлетсенчен пӗр ҫӗр утӑма яхӑн аяккарахра тӑракан ҫынсен ушкӑнӗнчен Батальщиков Иван, Атаманчуков тата виҫӗ ҫын, колхозран тухнисем, маларах иртсе тачӗҫ. Ҫынсем ун ҫинчен ҫапла калаҫнӑ: ҫав шӑтӑк-ҫурӑксемпе таҫтах анса каймалли тӗпсӗр шӑтӑксем арпашса пӗтнӗ ҫӗрте темиҫе кун, темиҫе ҫӗр хушши утса ҫӳресен те, ҫапах та тулалла тухмалли шӑтӑкне тупма пулмасть; ҫавӑн пекех тата тарӑнрах анса пырсан та, пур ҫӗрте те вӗҫӗ-хӗрри те ҫук, тенӗ. — Сана унта Зиночка шырать. Э-хе-хе! вӑл унӑн ҫамрӑк арӑмӗ патне ҫӳрет. Пӗччен снайпер аманнисене ҫул ҫинче нумайччен тытса тӑчӗ, вӗсем питӗ ывӑнса, вӑйсӑрланса ҫитнӗ; снайпер хӑй вырӑнӗнчен кайнӑ хыҫҫӑн, ҫул уҫӑлчӗ, халӗ ӗнтӗ ҫак батальонпа полк хушшинче кӗтмен ҫӗртен уҫнӑ пулӑшу пункчӗ аманнисене питӗ кирлӗ пулчӗ. Халлӗхе эсир салтӑнӑр та канӑр, чей халех вӗретсе хатӗрлӗпӗр. — Ӑҫта — кунта? «Клеймор», хӑйӗн якӑрӗсемпе ҫыхӑннӑскер, чул сӑртсем ҫумнех лӑпчӑннӑ ӗнтӗ, вӑл пурпӗрех вилӗмрен хӑтӑлаймасть. Магнита тӳрӗ май ҫавӑрса лартсан, утрав аялалла анми пулнӑ. Ҫак йывӑҫсене курсанах ачасем хӗпӗртенӗ, ҫавӑнтах вӗсем ҫырлисене татма тытӑннӑ. — Сеньор Висенте Барахо, эсир пирӗн лашасене таканлани синчен манса каятӑр. — Паллах, кун пек пулни лайӑхрах, — терӗ вӑл чӑнласах, — мӗншӗн тесен, ӑна урӑхла вӗлернӗ пулсан, шав пулатчӗ. Ҫавна ӑнланни ӑна хутран чечексем тӑвасси мӗншӗн ӗҫ пулнине, Монблан ҫине улӑхасси вара савӑнмалли япала ҫеҫ пулнине тавҫӑрса илме пулӑшӗччӗ. Картла вылякансем шарламасӑр татах ларчӗҫ, выляманнисем вара айккинчи ҫемҫе тенкелсем ҫинче харпӑр хӑй калаҫуне пуҫларӗҫ. Ӗҫе, ӗҫе тытӑнас пулать! — кӑшкӑрсах илчӗ Стручков. Пӗр сӑмахпа каласан, тухатланӑ япалана пач та ан тӗкӗн. Кунта никама та агитацилеме кирлӗ мар. — Кампа кам? — Эпӗ ҫапах тавара, хӑйӗн пурӑнӑҫне хӗрарӑм юратӑвӗн карти ҫине лартса, вӑл картӑна ҫапса пӑрахсан йӳҫсе кайнӑ, нимӗн тума пултарайми пуличченех аялалла персе аннӑ ҫын — арҫын мар, аҫа мар, тетӗп. — Вӑл санӑн ӗҫ. — Анчах эпир сывлӑш ҫитейменнипе антӑхсан? Вара сасӑ илтӗннӗ еннелле васкарах ишме тытӑнтӑм, сасӑ татах илтӗнмӗ-ши тесе, хушӑран тӑнласа тӑратӑп. Кайран ҫакӑншӑн вӑл питӗ вӑтанса кайрӗ те Воропаева ун ҫинчен ним те шарламарӗ, ҫыруне те памарӗ. Малалла. Колхоз пухӑвӗ пиллӗкмӗш сехет пырать. Картишне тухса кресло ҫине ларатчӗ те, кӑвакарчӑнсене хӑваласа вӗҫтерме хушатчӗ; йӗри-таврах, ҫурт тӑррисем ҫинче, кӑвакарчӑнсене хурчӑкасенчен сыхласа, пӑшаллӑ ҫынсем тӑратчӗҫ. — Кирек мӗнле майсемпе пӗлнӗ пулсан та — ку тӗрӗс. — Мӗн иккен маншӑн Россия? — тавӑрчӗ ӑна хирӗҫ Грушницкий, — вӑл ҫӗршывра пин-пин ҫын хӑйсем пуян пирки ман ҫине йӗрӗнсе пӑхаҫҫӗ, ҫав вӑхӑтрах кунта — кунта ҫак хулӑн шинель те мана сирӗнпе паллашма чӑрмантармарӗ… Чӑн-чӑн сунарҫӑшӑн кайӑк кӑвакал килентерекен япалах мар пулин те, анчах та халӗ урӑх нимӗнле кайӑк та пулман пирки (ку ӗҫ сентябрь уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулчӗ, кӑрӑпчаксем халӗ вӗҫсе килеймен-ха, хир чӑххисем хыҫҫӑн эпӗ уйхир тӑрӑх чупса ҫӳресе йӑлӑхрӑм), эпӗ хамӑн сунарҫӑ сӑмахне итлерӗм те Льгова тухса кайрӑм. Гленарванпа унӑн арамӗ, никам сисмелле мар, Джон Мангльспа Мэри Грант хыҫӗнчен сӑнаҫҫӗ. — Эсӗ мӗн, ман йӑха-и? Наровчатӑнничен. — Вӑл та ҫак ӗҫрех-и? — ыйтрӗ амӑшӗ. Макар хыпаланса ӳкрӗ, кӗсйисенче тем шырама пуҫларӗ. Чӗлпӗрӗ те лашине кансӗрлемест — вӑл ҫав тери вӑрӑм тата ӑна ирӗклӗн усса янӑ, ҫавӑнпа выльӑх чӗлпӗр пуррине те сисмест. — Эсӗ пӑх, ҫынсем мана мӗнле йышӑнаҫҫӗ, эпӗ кунта утаман пекки пулатӑп! — тетчӗ. Вӑл нумайччен лӑпкӑн тӑнӑ, анчах халь ӗнтӗ ӑна юланутсем хӑйсене хӑйсем пит те шикленмелле тытнӑ пек туйӑнса кайрӗ. Виҫӗ бригада туса хучӗҫ. — Мӗн калаҫмалли пур ӗнтӗ, юлташ полковой комиссар! Тата вӑл, экваторти юхӑм карапа хӗваланӑҫнелле юхтарса каясси ҫинчен каламасӑрах, Козерог тропикӗнчи ҫилсӗр тӑрӑха пырса лекессинчен шикленчӗ. Эпӗ хамшӑн ҫеҫ мар, сирӗншӗн те савӑнатӑп, мистер Морис. Иртсе юлакан чул ҫырансен, йывӑҫсен, кайӑксен ушкӑнӗнче пӗр-пӗр пӗлӗш чӗрчуна палласа илсе, ӑна хӑйпе пӗрле лартса каяс тесе, чӗнсе илме кирлӗ пулнӑ пек, Воропаев машинӑна хирӗҫ чупакан япаласене пурне те хыттӑн пӑшӑрханнӑ пек пӑхса пырать. Ку таранччен эпӗ ҫул тупассине шанса ҫӳреттӗмччӗ, халь ӗнтӗ, йӑлт ҫӗтсе кайнине сиссе, хам пыракан каҫхи тӗттӗмпе витӗннӗ вырӑнсене тинкерсе сӑнама та пӑрахрӑм, ҫӑлтӑрсене пӑхса малалла утатӑп. Аня тӗрӗсех калать: харпӑр хӑй нихҫан та тӳссе-туйса курманни пирки тунсӑхлама, асапланма та пулать иккен. Хӑвӑртрах! Ҫапла ӑнлантарнӑ хыҫҫӑн вӑл мана струльдбругсем ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Вӗсем пӗрне пӗри пуҫӗсемпе сӗртӗннӗ пекех, ним хускалмасӑр выртаҫҫӗ. «Ун пекех, ҫав вӑхӑтрах вӑл та мар пек. — Мӗне вӗрентетӗр эсир, атте! — шӑппӑн, анчах тарӑхуллӑн каласа хунӑ Люба. Вӗсем хулари пур пупсене те пӗлетчӗҫ, хӑҫан мӗнле евангели вуланине пӗлетчӗҫ, — пурне те пӗлетчӗҫ — улталасан, вӗсем мана часах тытма пултаратчӗҫ. Ют ачасем хушшинче унӑн ҫывӑх тус та ҫук, хӑй хурланни ҫинчен никама та каласа парса чунне лӑплантараймарӗ Бекки. Лушка кӗчӗ, хӑй хыҫҫӑн алӑка хуллен хупрӗ. — Юрӗ-ҫке ӗнтӗ, хӑвна ан айӑпла, эпӗ ирӗк памастӑп сана хӑвна ӳпкелеме — эсӗ урӑхла тума пултарайман, ҫавӑнпа эсӗ айӑплӑ мар. — Эсӗ Марьянка хыҫӗнчен сӗтӗрӗнсе пӑхнӑ пулӑттӑн-и? — Эсир кунта, ачасем, хӑвӑр ҫеҫ пурнатӑр-и? — Ывӑлусенчен хӑшне те пулин пӗрне, Нанкона-и, Кузмана-и, ыран Бяла Черквана яма пулмӗ-ши? Ҫывӑрса юлнӑ, мур ҫисе каясшӗ… ӗнер ҫурҫӗр иртсе икӗ сехетчен пӗр тапранмасӑр вӗренсе лартӑм… — Халех килне кай та япалусене ҫых, хутортан яланлӑхах тухса кай, атту сана начар пулать,… Сана суд тӑвӗҫ. Лушка чӗнмесӗр тӑчӗ. Мана шыраҫҫӗ унта… Кунсӑр пуҫне пирӗн тата тепӗр ҫул пур, вӑл — вилӗм. Хум айӗнче виличчен ҫапӑҫура вилни сумлӑрах. Пысӑк уссиллӗ ватӑрах сапёр (Мересьева вӑл Степан Ивановича аса илтерчӗ), носилкӑна малтан йӑтса утаканскер, тӗплӗн ӑнлантарса пачӗ: — Подвалтан темле карчӑка тата ҫак хӗр ачана чавса кӑлартӑмӑр. Унта эсӗ пире ӗҫсӗр аптӑраса аппаланакан Пугачевпа унӑн ҫарӗ ҫинчен тӗрӗс хыпарсем пӗлтерсе пама пултаратӑн. Анчах пӗрре те иккӗленсе тӑмалли ҫук: Ҫӗр пичӗ вӑйлӑ ҫуннӑ вӑхӑтсем пулнӑ, ҫакӑн хыҫҫӑн чи малтан пирӗн ҫиелти сийӗ сивӗнсе хытнӑ, ҫав вӑхӑтрах пӗтӗм хӗрӗвӗ варринче пухӑнса юлнӑ, тесе шутлама пулать. Сирӗн ӑсӑр та, тӑнӑр та ҫук. Тӗлӗнсе каятӑп, сирӗн аннӗрсем сире епле тинӗсе кӑларса янӑ-ши? Унӑн сасси чӗтреме тытӑнчӗ, улшӑнчӗ. Кашкӑрсен хисепӗ ӑна вунӑ хут ӳссе кайнӑ пек туйӑннӑ. Вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр чӑтлӑхран персе тухрӗ. Тепӗр сехетрен вара икӗ лаша кӳлнӗ кирпӗч лавӗ Уманьрӗн тухса та кайрӗ. Хушамату мӗнле? Инсаров кайран нумай пулмасть кӑна Елена ларнӑ пӗчӗк диван ҫине выртрӗ; «тивӗҫлипе лекрӗ мана, мӗншӗн сӗтӗрӗнсе кайса килтӗм-ха эпӗ ҫав ултавҫӑ патне», тесе шухӑшласа илчӗ те ҫывӑрса кайма хӑтланса пӑхрӗ… Нагульнов юлташ — кунтискер, вӑл, паллах, лайӑхах тултарса тухнӑ пулӗ-ха, эпир вара, май килнӗ пек чухне, кун сиктерсе ҫикеленисем те пулаҫҫӗ… Эпир вӗсене пӗр вӗҫӗмрен тасататпӑр, кана-кана тасататпӑр. — Маншӑн ӑн пӑшӑрхан. Чуллӑ ҫыран хӗррисем тинӗселле кӗрсе тӑракан вырӑнсенче инҫетрен ишсе ҫаврӑнмалла пулчӗ. — Мӗншӗн? — Ҫапла каласа йӑнӑш тӑватӑн та эсӗ, Саня, — терӗ Кораблев. Хӗвел анса ларнӑ; тӗттӗмленнӗ хирпе коляска пырать, каҫ тӗттӗмне кайса ҫухалса, пӗр тикӗс те салху янӑракан чан сасси илтӗнет. Чех, комендант хуралҫисене «ҫухаран» тытса, автомат ыйтать, мӗншӗн тесен вӑл «наци» ӑҫта пытанса пӗтнисене пӗлет. Дворецӑн пӗр пайӗ ишӗлсе аннине курсан, Мадам Альтман йӗрсе ячӗ, анчах Америка бомбисем ҫӗмӗрнине пӗлсен, ҫавӑнтах лӑпланчӗ. — Итлетӗп, сирбвроди… Пузыревский, чикарккине мӑкӑрлантарса, мӗн вулани ҫинчен сӑмахлама пуҫлассине кӗтсе ларать. Пирӗн иксӗмӗр ӗмӗре кунта та пурлӑх ҫитет. Тупата туршӑн ҫитет, Семеныч! Вӑл ҫуралнӑранпа ӗнтӗ темиҫе кун та иртрӗ, Эвелина та хӑвӑрт самайланса пырать. 1945 ҫулхи июнь уйӑхӗн варринче Александра Ивановна Горева Дунай хӗрринче ларакан Ваальзее ятлӑ Австри замокне пычӗ, вӑл замок «Вӑрҫӑ тата мир» страницисем тӑрӑх эпир лайӑх пӗлекен Кремс хыҫӗнчи вырӑнсенче вырнаҫнӑ темелле. Вӑл, пӳрнисемпе, курӑксене пӗр тӗллевсӗр тыта-тыта пӑхса, айккинелле ҫаврӑнчӗ, ерипен:— Эп итлетӗп… — терӗ. Вӑхӑт вӗҫет. Манӑн темиҫе фут кӑна чавмалла пулчӗ. Акӑ эпӗ кунта тӑратӑп. Вӑрман чӑтлӑхӗ ӑшне пӑрӑнса кӗрсе кайсан, пытанса юлма пулать. — Тӗрӗс. Пульӑ манӑн чӗркуҫҫине шӑйӑрса кайрӗ. Хӑвна шалтан сӑна. Анчах эпӗ ун хыҫҫӑнах пытӑм, мӗншӗн тесен эпӗ хамӑн хашисене хӗрхентӗм. Эсир маншӑн — палламан ҫын, ыран акӑ сывпуллашатпӑр та, урӑх нихҫан та тӗл пулаймастпӑр пулӗ тен… Юрӑҫӑ ту ҫинче хӗрарӑмсем тырӑ вырни тӗле ҫитсен, Петруҫ хӑй ялан кайса ҫӳрекен ҫӳллӗ тӗмескене аса илнӗ. Ҫынсем е хӑйсен шӑпине ылханаҫҫӗ, е ҫӳлтен пулӑшу ыйтса кӗлтӑваҫҫӗ. — Иккӗмӗш ҫурма рота, тӳп-тӳррӗн! — илтрӗ Ромашов Арчаковскин хӗрарӑмла ҫинҫе сассине. Чернил кунта ҫителӗклӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ҫулҫӑ ҫӑрарах вырӑнсенче чарӑнса, хӑлхана тӑрататӑп, анчах хам хашкаса сывланӑ пирки нимӗн те илтейместӗп. «Чунлӑ пек», — шухӑшлать Тоня. Ҫак влаҫпа, мужиксем, пирӗн пурӑнмалла та пурӑнмалла! — тенӗ. Ун патне пӗр кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ лапсӑркка старик пырса тӑчӗ. Ун чухне Голланди ҫыннисен Ост-Инди текен компани пулнӑ, Магеллан проливӗ витӗр иртекен мӗнпур транзитпа ҫав усӑ курса тӑнӑ, Азине вӑл вӑхӑтра Хӗвеланӑҫӗнчен урӑх ҫулпа тухса кайма пӗлмен, ҫавӑнпа та мӗнпур суту-илӳ Ост-Инди компанийӗн ирӗкӗнче пулнӑ. Ну, пӳрте кӗрер-ха, темле хисеплесе чӗнмеллеччӗ ӗнтӗ халь сире, пӗлсех те пӗтерейместӗп… Нумай пулмасть эпӗ: Елена Николаевна ӑҫта? — тесе ыйтрӑм. — Мӗншӗн пытармалла-ши вара ӑна? — палӑртрӗ Гаррис. — Калама пултаратӑп… Унӑн пит-куҫӗ сасартӑк хытса, чулланса ларнӑ пек туйӑнчӗ. Чултан купаласа тунӑ кӗтесри вучахха ҫав тери хутса хӗртрӗ — чулӗсем шартлатса ҫурӑлма пуҫларӗҫ. Павел, кулкаласа, аллинчи ҫырӑва аяккалла хучӗ. Ҫирӗн ҫавӑн пек-и вара ку? Эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра тытса пыманни аван мар вӑл!!! Унӑн тӗттӗмре йӑлкӑшакан пысӑк та чармак куҫӗсем Крэнкбиль ҫине хурлӑхлӑн та вичкӗннӗн, йӗрӗнчӗклӗн пӑхнӑ. Амӑшӗ Людмила хӑйне ҫакӑн пек хытӑраххӑн тыткаланипе савӑнӑҫа сивӗтнине туйрӗ те, унӑн сасартӑках Людмилӑн хавассӑр чунне хӑйӗн вутне хурас, ӑна чӗртсе хӗрӳлентерсе ярас ҫирӗп кӑмӑл ҫуралчӗ, — ан тив, вӑл та савӑнӑҫпа тулнӑ чӗрепе килӗшӳллӗн янӑратӑр. Эпӗ кӳлӗ хӗрринелле кайса килтӗм, кӗнекене манса хӑварнӑччӗ унта. Вӑл кӑнтӑр еннелле пӑхса илчӗ. Лере, ав ҫав хура сӑртсен леш аяккинче Аслӑ Упа кӳлли сарӑлса выртнине, ҫав енчех тата Поляр унки Канада тӳремлӗхне тахӑш тӗлтен татса кайнине те пӗлет. Вӑл аллине кӗсйине чикрӗ те унтан нӳрелнӗ хӑмӑр замаска татки тупса кӑларчӗ. Лиза, вӑрмантан тухса, хир урлӑ каҫнӑ та, хуллен сада кӗрсе, фермӑна вӗҫтернӗ, унта ӑна Настя кӗтсе тӑнӑ. Хӑйне пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ ӗҫсем ҫинчен каласа пӗтерсен тин Оля унӑн ыйтуне хирӗҫ ответ панӑ. — Джим, — терӗм эпӗ. Айван хӗр мар-и, чӑнах! Пассажирски пароходпа кайнӑшӑн тӳлеме пирӗн укҫа ҫук, пире баржа ҫине «хӗрхенсе» илнӗ, ҫавӑнпа та эпир те матроссем пекех, «вахта тытатпӑр» пулин те, баржа ҫинче пирӗн ҫине пурте ыйткалакансем ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Анчах ҫав вӑхӑтрах уҫӑ алӑк тӗттӗмӗнчен, сикекен шурӑ чӑмӑркка евӗрлӗ Арто вӗре-вӗре сиксе тухрӗ. «Мӗн юлать иккен ун умӗнче?» — хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ ҫапла Рада. Анчах, Михайлова тӗл пулсан, вӑл шухӑшласа илчӗ, ҫакӑн пек хӑрушла хытӑ персе тӑнӑ чух унта кайса ҫӳриччен, унта пулса курнӑ офицертен те тӗпӗ-йӗрӗпех ыйтса пӗлме пултаратӑп эпӗ, патнех кайса пӑхма хушман вӗт-ха мана, терӗ вӑл. — Пӗр ушкӑнӗ паян ирхине, тепӗр ушкӑнӗнчисем, Иван Иваныч, кунта кӑнтӑрла канчӗҫ те каҫ пулас умӗн малалла кайрӗҫ. Депутатсемсӗр кайма аван мар. Эпӗ — ашшӗ, манӑн ачана вӗрентсе ӳстерес пулать, тата эпӗ сывмар, имшер, вӑйсӑр, эпӗ никама та кирлӗ мар, ытлашши ҫын. Ачасем мӗнле? — Пурпӗрех вӑл тӗнчери чи ӑслӑ ҫын пулнӑ; куна эпӗ тӑлӑх арӑмран хӑйӗнчен илтнӗ. Вара вӑрӑм аллине ҫӳлелле, хӑй пуҫӗ тӗлнелле ҫӗклерӗ, унтан урайӗнчен пӗр аршӑн ҫӳлӗш тӗлнелле антарчӗ те каларӗ: — Этем вӑл — ҫӗр ҫинчи япала! Мучи чул пекех, пачах та илтмест-ҫке-ха, хӑй хӑлхине шыв пырса ярсан та нимӗн сисес ҫук. Куҫса килнисем ҫывӑрса каяймарӗҫ. Вӗсем ҫӗнӗ пурнӑҫа кӗрсе пынӑ. Лятьевский хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Мӗншӗн тесен лешсенче вӑй пуррине пӗлеҫҫӗ, вӑйпа ҫын хӑй тивӗҫне хӳтӗлет, вӑйпа кӗрешӳре те ҫӗнтереҫҫӗ… — Тав турӑн-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Ҫӑрттан ниҫта та пӗтес ҫуккине шута ил эсӗ! Вӑтанмастӑр-и вара ҫынсен умӗнче те, турӑ умӗнче те!» Анчах вӑл пур пӗрех Бойчона тупать, тӑшманран малтан ҫитсе тӑрать вӑл, мӗншӗн тесен унӑн ҫунат та ӳссе тӑрас пур… — Мӗн ҫапӑҫни унта? — мӑкӑртатса илчӗ Чернявкин. Халь ӗнтӗ ӑна чӗре тӗпӗнчи пӗтӗм хурлӑх сирӗлнӗн, текех нимӗнле ӗмӗт-туртӑм та ҫук пек, унта шӑп ҫак самант кӑна юлнӑ пек туйӑнчӗ. (Старик ҫӑварне карса пӑрахрӗ.) Тепӗр кунне Джим акӑ мӗн каласа панӑ: ӑна тухатмӑшсем тухатса ҫывратса янӑ-мӗн, вӗсем, ун ҫине утланса, пӗтӗм штат тӑрӑх ҫӳренӗ пулать, кайран, ӑна татах йывӑҫ айне пырса лартса, унӑн шлепкине турат ҫине ҫакса хӑварнӑ, ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех ӑнланччӑр тенӗ-мӗн. — «С» тата «В»! — кӑшкӑрсах ячӗ Дик Сэнд. — Ав мӗнле, сазан ҫакланнӑ! — терӗ йӗри-тавра пуҫтарӑнса тӑнӑ казаксенчен пӗри, каюкран сӗтӗрсе кӑларнӑ чеченец вилли, курӑка лутӑркаса, ҫыран хӗррине выртнӑ вӑхӑтра. Тата, тӗрӗссине калас енне кайсан, пирӗн пурин те тухса кайма кирлӗ чухлӗ кимӗсем те ҫук, тар та ун чухлӗ авӑртса хуман. Пӑван унӑн тутӑрне илсе пачӗ те, тӳп-турӗ тӑрса, хӑйӗн ним айӑпсӑр, ҫаран ҫинчи чечек пек, кӑвак куҫӗсемпе Джемма ҫине пӑхрӗ. Хӗрарӑмсене лӑплантарса та пӑхнӑ, Осип Михайлович ватӑ ҫын, уксах, нимӗҫсем ӑна, колхозри активист пулнӑ пулсан та, усал тума кирлӗ мар, тесе ӗнентернӗ, анчах хӑй ӑшӗнче нимӗҫсем завхоза вӗлересрен хӑранӑ. Анчах йӑла-йӗрке саккунӗ, эхер те ӑна пӑсас пулсан, хӑйшӗн хӑех тавӑрать. Ме! Нимӗн те каламан, ҫыру та ҫырса хӑварман, адресне те паман. Ҫаксем ҫинчен унччен эпӗ илтменччӗ, вӗсем мана тӗлӗнтерсех пӑрахрӗҫ. Йытти часах ҫӑмӑлттай йӑлине асне илчӗ. Пулӑ ҫеҫ ухмах, хӑех шакка пырса кӗрет… — Ҫухатрӑн пуль? — кӑшт тӗртерех кулса илчӗ Бояркин. Эпӗ сирӗнпе ҫапӑҫма шут тытрӑм. Юрра пӗри кӑна пуҫласа ячӗ, ун хыҫҫӑн хӑш-пӗр артистсем юрлама тытӑнчӗҫ, вара ушкӑнӗпех, вӗсене пула курма пынисем те юрлама тытӑнчӗҫ! Хӗрӑрӑм хуҫа портрета йышӑнмасть, уншӑн ним чухлӗ те тӳлемест, ҫавӑнпа парса ячӗ, тесе пӗлтернӗ. Кашласа ларакан тӗттӗм хыр вӑрманӗ варринче вӑл пӗр хускалмасӑр выртса, тӳп-тӳрӗ ӳсекен йывӑҫсем хушшинчен хӗвел ҫутинче ялтӑртатса тӑракан юр тӳпесемпе чул тусем ҫине сехечӗ-сехечӗпе пӑхма хатӗр пулнӑ. — Мӗн-ха вара ку? — шухӑшларӗ Артамонов, куҫӗсене хупса, анчах, Ильян куҫӗсем тӳсме ҫук кӳренмелле ялкӑшнине аса илсе, вӑл хӑй умӗнче унӑн сарлака ҫамкаллӑ сӑнне курчӗ. Вӑл пирӗн яла килнӗ чух эпӗ пӗчӗк ача кӑна пулнӑ. Ҫаксем ҫинчен пӗлтернӗшӗн профессор мана питех те тав турӗ, хӑй ҫырнӑ пысӑк кӗнекинче вӑл ман ята та тивӗҫлипех асӑнма сӑмах пачӗ. Сан чун-чӗрене эпӗ ахаллӗн, пӗлес килнипе мар пӑтраштаратӑп… Клюбер г-н малтан хӑй камне пӗлтерчӗ, ҫав тери пархатарлӑн пуҫ тайса, ура кӗлисене пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн лектерсе илчӗ, кирек кам та ҫакна курсан: «ҫак ҫыннӑн кӗпи-йӗмӗ те, шухӑш-кӑмӑлӗ те пӗрремӗш сорт!» тесе асӑрхаса илнӗ пулӗччӗ. Сцена ҫинче тахӑшӗ апчху турӗ, — куна автор хӑй пьесине «кулӑшла самант» вырӑнне кӗртне пулнӑ; урӑхла «кулӑшла самант» унта, паллах, пулман; куракансем вара ҫакна та пулин кӑмӑлласа кулнӑ. Германи вӑрҫине пӗтӗмпех пӗрле тертленсе ирттернӗ-ҫке, ку вӑрҫӑра та тертленме тиврӗ… — Ҫав йӗксӗк халь те пурӑнать-и-ха? — тӗлӗнсе ыйтрӗ Ровоама хаджи пике. Лантенакӑн ҫав тери хӑюллӑ тата лайӑх шухӑшласа тунӑ тактикине ҫакӑнпа ӑнланма пулать те ӗнтӗ. Вара тыткӑнрисене сирсе, дикарь йывӑр аллине Элен хулпуҫҫи ҫине хучӗ. Мӗскӗн хӗрарӑм вилес пек кӑвакарса шурса кайрӗ. Вӑл Федоткӑна ҫӗҫӗ тыттарчӗ, хӑй, питӗ асӑрханса, ун гранатине илчӗ. — Анчах кунта турӑ ҫурчӗ — пӗтӗм ҫӗр! Мӗнле пуп служить турӗ? — тесе тӗпчетчӗҫ мантан. Ун пеккине курасчӗ тесе ӗмӗтленнӗ ҫеҫ пулӗ тен? «Юриех куна вӑл! — шухӑшларӗ подпоручик, хӑйне тертлентернӗ пекех, асаплӑн. Анчах пӗчӗк телеграфист тӑтӑшах килет. Астӑватӑп, стойка ҫине чавсипе тӗревленнӗ те вӑл нимӗн шарламасть. — Ав пӑхӑр-ха, вӗсем патне тепӗр кашкӑр кӗтӗвӗ персе ҫитрӗ! Вӑл тӗллерӗ те ман карттуса персе шӑтарчӗ. Нимӗнле тӗтре те, нимӗнле утрав та курман эпӗ, аташса та ҫӳремен, ун пекки нимӗн те пулман! — Ӑнланаймастӑр-и? — О! Давыдов, хӑюллӑн тыткаласа, валека пичев чӗнӗн ункисенчен вӗҫертме пикенчӗ. Мана, тӑванӑм, кунашкал япала хама та килӗшмест, анчах тӗрӗслӗхрен ӑҫта тарса пытанӑн? Вӗсем Риальто текен чӑнкӑ арккӑ патне ҫитрӗҫ те каялла ҫаврӑнчӗҫ. — Мӗнле кӗпесене, мӗн эсӗ? Пассажирсем те кӑшкӑратчӗҫ, пароход хыҫӗнче кӗпӗрленсе тӑрса аяккисенелле чышӑнатчӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткелетчӗҫ. — Кам пулма пултарать тата, лаша хуҫи хӑй туман пулсан? «Мӗн тума ухмахлантӑм-ха эп, мӗншӗн ыйтрӑм-ха эп унтан аттине мӗнпе сӗрни ҫинчен!» терӗ Чуб, голова тухса кайнӑ алӑк ҫинелле пӑхса. Ирӗксӗрех эпӗ Мускаври пӗр улпут майрине аса илтӗм, вӑл Байрон никам та мар, ӗҫке ярӑннӑ ҫын ҫеҫ пулнӑ, тесе ӗнентерчӗ, — анчах штабс-капитан сӑмахне йывӑра илме ҫук. Нумай япала ҫинчен шухӑшлать вӑл. Ҫӳллӗ те яштак, пысӑк кӑвак куҫлӑ, тӗксӗмрех сарӑ ҫивӗтлӗ, ятуллӑ хӗр — илемлӗ Игнатшӑн тивӗҫлӗ мӑшӑр пулнӑ; Анчах хӑрах ураллӑ ачан телейӗ пулман мӗн. — Сивӗ Амӑшӗ — хаяр турӑ, урӑх эпӗ уншӑн нихӑҫан та кӗлтумастӑп. Пӗрре тата вӑл ашшӗн сассине те уҫҫӑнах илтрӗ: «Таврӑнатӑр? Кунта, наганӗсене турта-турта кӑларса, чаҫсен командирӗсем ҫӗмӗрттерсе кӗреҫҫӗ, командармӑн ҫав-ҫав номерлӗ ҫав телеграмми хушнипе хӑйсен эшелонӗсене халех малалла яма хушаҫҫӗ. Сӗрлекен шӑна йӗри-тавра явӑнса вӗҫсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн юлашкинчен ун пуҫӗ ҫине ларчӗ. Мӗншӗн килӗшес мар? — тенисем илтӗнчӗҫ пур енчен те. Тархасшӑн, мана ан чӑрмантар ҫеҫ. Вӑл ташлама юратнӑ тата чӑнах та лайӑх ташланӑ… Унтан вӑл пысӑк черккене ҫӳле-ҫӳле йӑтрӗ те:— Урра! — ӗхӗрсе ячӗ хӑйӗн хӑрушла карланкин мӗн-пур хӑвачӗпелен. Ҫӑмлӑ иккенне курмастӑн-и-мӗн? — Э, мӗншӗнне пӗлместӗн апла, пӗлместӗн, пӗлместӗн, пӗлместӗн, пӗлместӗн, — терӗ вӑл ҫине-ҫинех, сӑмах каламассерен хӑлхаран лӑскаса, — ӳлӗмрен сӑмсуна кирлӗ мар ҫӗре чикместӗн-и, чикместӗн-и? чикместӗн-и? Анчах ку пулӑшмарӗ. Хӑйне чӗннине илтсен, вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те чул хушшинче кӑштах курӑнакан Бойчона ҫийӗнчех палласа илчӗ, ун патне вӗҫтерсе те ҫитрӗ. Ҫӗҫҫине вӑл хӑй айне хучӗ. «Малтан ҫывӑрса вӑй пухатӑп, унтан курӑп-ха кунта кам пуррине», — тет. Дэрк яланах ухмах та хӑравҫӑ пулнӑ. Нимӗн те итлемелли ҫук Дэрка. Вӗсем таҫта кунтах, ҫывӑхрах. Тепӗр тесен, сунарҫӑсен карабинӗсемпе те хӗҫпӑшалланнӑ. Ҫак вӑхӑтра унӑн пичӗ турткаланса илчӗ. Степан Барский, унӑн мамӑк минтер пек ҫемҫе кӗлеткине экипаж ӑшне тӗртсе кӗртнӗ чух, хыттӑн мухтаса илчӗ: — Ну, Петр Ильич, чӑн-чӑнах юратнӑ эсӗ шӑллуна! Сасартӑк вӗсене пӗр вунӑ ҫын, йӗкӗтсемпе хӗрсем, ҫавӑрса илчӗҫ те хӑвӑрт хыттӑн калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫав-на пула вӗсем енне ҫынсем те ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ. Эсӗ куратӑн вӗт, вӗсем мӗнлескерсем… Ара, хӑвах пулӑшмарӑн-и вара мана ӗнер ӑна пытарас ӗҫе йӗркелеме? — Ҫук, вӑл унта ҫитеймест! Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра вӗсем вырӑнтан тапранман икӗ ҫӗр пин сӑлтӑр каталогне тунӑ пулсан, пирӗн ҫӑлтӑрсен чи пысӑк каталогӗнче те вӗсеннинчен виҫӗ хут каярах ӳкернӗ-ха. Юргин ӑна пӗр шарламасӑрах Дегтярев аллинчен тытса илчӗ те, урса кайсах, броня ҫинчи щельсене штыкпа чышма тытӑнчӗ. — Питӗ аван, ачам. Хулӑсен ҫыххи чылай пӗчекленсе юлчӗ, унтан ҫапла приказ пулчӗ:— Халӗ, сэр, хӗрачасемпе пӗрле кайса ларӑр. Пурте «урра» кӑшкӑрса масар ҫине кайма хатӗрччӗ ӗнтӗ, анчах тухтӑрпа адвокат вӗсене чарса тӑратрӗҫ: — Тӑхтӑр, тӑхтӑр! Хӗвел тухнӑ ҫӗре вӗсем Пӑши вӑрманне ҫитрӗҫ. Курӑк тӗттӗмре хӑй сарӑхнине курманнишӗн тенӗ пекех, ун ӑшӗнче шӑрчӑксем ҫамрӑк сасӑпа хавассӑн чӑрлатма-чӗриклетме тытӑнаҫҫӗ; ҫатӑртатни, шӑхӑра-шӑхӑра илни, чӗриклетни, ҫеҫенхирти хулӑн, ҫинҫе сасӑсем, питӗ ҫинҫен чийлетнисем — ҫаксем пурте варшӑнса-хутшӑнса кайса вӗҫсӗр-хӗрсӗр пӗр евӗрлӗн илтӗнекен сас пулса тӑраҫҫӗ те, ҫавна май аса илме, тунсӑхлама питӗ лайӑх. Кораблев юбилейӗ Каникул вӑхӑтӗнче, шкул ачисем кайса пӗтсен, шкула хупнӑ чух вӑтам шкул преподавателӗн юбилейне ирттерме шутлани — темле ӑнсӑртран килнӗ шухӑш майлӑ тухать. Урӑхла пулма пултараймасть пекчӗ. Унӑнне пуҫне кӑна шӑтарчӗҫ, вӑл нимех те мар ӗнтӗ, анчах ман кӗрӗкрен аҫа йытӑ мӗн туса хучӗ? — Ун пек сӑмахсене пӑрах эсӗ, Николай! — юлташла каларӗ ӑна Павел. Грузи патшин ывӑлӗ ярӑннӑ чух Мимие курса юратса пӑрахнӑ та арӑмӗнчен уйӑрма ыйтса синода хут ҫырса панӑ пулать, мана Венӑри посланник помощникӗ пулма уйӑрнӑ, имӗш, — ҫакнашкал хыпарсене вӑл пӗр кулмасӑр каласа пӗлтерет; Сасартӑк ун алли кӑшт кӑна палӑрмалла хусканса илчӗ — ман йӗркере илемлӗн «пӗрре» паллӑпа точка курӑнса кайрӗҫ; тепӗр хускану — вара мӗнле тыткаланине палӑртакан йӗркере тепӗр «пӗрре» паллӑпа точка ҫырӑнчӗҫ. Апла пулсан, ҫак татӑк ҫӑкӑр мӗн тума кирлӗ мана? Машина вылянине пӑхма юрататӑп эпӗ. Кунӗ-кунӗпе вӑл географи карттисем ҫинче чакаланать. Кают-компанинчи сӗтелсем ҫинче пӗтӗмпех ҫав карттӑсем арпашӑнса выртаҫҫӗ. Ольбинет ахальтен мар вара ҫатӑлтатса ҫӳрет, ӑна вӗсем сӗтел ҫине апат хатӗрлесе пама чараҫҫӗ. Вӗсен пурнӑҫ тытма вӑй ҫитерсен, ҫак тӗнчерен уйрӑлна чух ытла тарӑхман та пулӑттӑм, мӗншӗн тесен тӑван ҫӗршывӑмӑр пирӗнтен вӑтанас ҫуккине туйсах тӑратӑп эпӗ. Ҫакна асӑрхаттарма кирлӗ тесе шутлатӑп. Ача хӑй мӗн-мӗн кӑна илтетчӗ, ҫавсем ҫинчен йӑлтах ыйтса тӗпчеме тытӑнатчӗ, вара амӑшӗ, е ытларах Макҫӑм пичче, тӗрлӗ сасӑсем паракан япаласемпе чӗрчунсем ҫинчен каласа паратчӗ. Кунта кашни пӳлӗмрех пӗрер е темиҫешер прожектер шутланать, хам астунӑ тӑрӑх, эпӗ сахалтан та пилӗкҫӗр пӳлӗмре пултӑм. Ҫав пурӑнӑҫ паллисем еннелле пуҫне сула-сула кӑтартса, хуҫа мана ӑнлантарса пырать: — Кунта ярмарка хуралҫи пурӑнать. Пурӑнасси кулӑшла мар тетӗн-им, э? Вӗсенчен миҫешӗ шкула ҫӳрет? Унӑн ӑслӑ илемлӗ куҫӗсем, пӗр тӑхтаса тӑмасӑрах ҫапӑҫма чӗннӗ пек, Воропаев ҫине пӑхрӗҫ. Анчах, хӗр нимӗн чӗнмесӗр, уҫӑ алӑк енне шикленкелесе пӑха пуҫларӗ. Ҫапах та, хама паттӑрла тытса, вар-хырӑм ыйтнине парӑнас мар-ха, терӗм. Эпӗ ӑна хӳшӗ алӑкӗ патӗнчен пульӑпа тӗллесе ятӑм. Калӑпӑр, парадри пек пыратӑн-пыратӑн тӑп та тӑп пусса, кайран арпашса каятӑн, таҫта шуйттана кӗрсе каятӑн, пӗр сӑмахпа каласан, ӑҫта та пулин айккинелле каятӑн, ну пыратӑн вара пиҫен тӑрӑх ырӑ ҫынсем ҫамрӑк ухмаха каллех ҫул ҫине илсе тухиччен. — Аван, эпӗ ҫырса ярӑп, — терӗ Лена унпа килӗшсе. — Ним те мар… иртсе кайрӗ! — Эпӗ сире калатӑп-ҫке-ха, тетрадьсене эп кунта хунӑччӗ, — чӑрсӑрланнипе ӑна хӑратма шутласа, юриех хӗрсе кайма пуҫларӑм эпӗ. Эпӗ хӗрарӑмсенчен пӑрӑнса ҫӳретӗп, манӑн вӗсемпе аппаланма вӑхӑт та ҫук… Вӑл хӑйӗн упӑшкипе тата хӑшпӗр кӳрӗшӗсемпе канашласа пӑхнӑ та, вара пурте: Мария Гавриловнӑна хӑйне ҫапла турӑ ҫырнӑ пулӗ, ҫырнинчен ут утланса та тараймӑн, чухӑнлӑх пӑсӑклӑх мар, арлӑ-арӑмлӑ пулса пуянлӑхпа мар, ҫыннипе пурӑнмалла, тата ҫавӑн пек урӑх та калаҫса, пӗр кавара килнӗ. Факторире ҫӗр ҫавӑрса шырасан та, таврари вӑрмана таҫта ҫитиех ухтарсан та тарнӑ ҫыннӑн йӗрӗ ҫине ӳкеймерӗҫ. Вӗсене ирӗке кӑларнӑ хыҫҫӑн, Ступинӑна Югославипе Болгари урлӑ киле ӑсатнӑ. Урӑх эпӗ нимӗн те тума пултараймастӑп. Пӑхӑр укҫалла вӗреннӗ, ӑна вун икӗ ҫултан тытӑнсах хам ӗҫлесе илетӗп. — Хушнине итлекен тата хӑйне примерлӑ тытакан команда бунт пуҫарса яма хатӗрленнине пӗрремӗш хут куратӑп эпӗ. — Эсир Носкова, сунарҫа, паллатӑр-и? — ыйтрӗ Яков хуллентереххӗн; офицерӑн хӗрлӗрех куҫхаршийӗсем ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ, Китай ҫыннин пек уссийӗсем хускалса илчӗҫ; вӑл пӗр уссине тытрӗ, пӗлӗтелле пӑхса куҫӗсене хӗсрӗ; ҫаксене пула Яков хӑй ӑшӗнче: «Суять ӗнтӗ. Королевствӑн тӗп законӗ струльдбругсене урӑх ҫӗршыва илсе кайма чарман пулсан, эпӗ хӗпӗртесех хампа пӗрле илнӗ струльдбруксемшӗн пӗтӗм расходсене хам чӑтса, ҫул ҫинче те вӗсене хам пӑхса пынӑ пулӑттӑм. Анчах кӑшт ҫӗрӗкрех усал утӑ шӑрши сӑмсана пырса кӗрсен, каллех сиксе тӑчӗ те вӑл, аллипе хыпашласа пӑхса, купаран пӗр ывӑҫ типӗ курӑк туни туртса кӑларчӗ. Ҫуртсем манӑн Терек хӗрринче те, Кубаньре те пур. Ӗлӗк пит илемлӗ хӗр пулнӑ, тет вӑл. Пӑртак тӑхтасан вара ялта мӗн пурри тарӑн ыйӑха путрӗ; пӗртен-пӗр уйӑх ҫеҫ, халичченхи пекех йӑлтӑртатса, Украинӑри ытарма ҫук илемлӗ те вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе тӑрӑх чаплӑн ярӑнса ҫӳрет. Даша инке пӑшӑрханса пӑшӑлтатма тытӑнчӗ, тенкеле ӳкерсе, сиксе тӑчӗ, ӗнерхи пекех тутӑрне сӳсе илчӗ. Дювернуан — ыйхӑллӑ пит, куҫӗсем вара — пӑтранчӑк пысӑк шарсем пекех. Ҫыран ҫывӑхнерех, ӑшӑхрах тӗле ҫитсе ӳкес тесен, пӗр хӑрамасӑр ҫав уҫӑ вырӑна кӗрес пулать. Тӑватҫӗр пин ҫын пӗлекен вӑрттӑнлӑха вӗсем хӑйcем хушшинче, ют ҫынсене пӗлтермесӗр усранӑ. Вӑл питӗ ирӗклӗ тата уҫӑ сывлӑшпа тулса тӑрать. Ҫӗр айӗнчен тап-таса ҫӑл шывӗ юхса тухать те, йӗри-тавра ҫӑра упа курӑксем хупӑрланӑ пӗчӗкҫӗ пӗвене пырса кӗрет. Ун вӑхӑтӗнче пурӑннӑ ученӑйсем Гиппарх ӗҫне паттӑрла ӗҫ тенӗ, ку чӑннипех паттӑрла ӗҫ пулнӑ! Пӗр юланучӗ ыттисенчен тӗреклӗрех пулнӑ. Астӑватӑп, студент мана ҫапла каларӗ: «Халӗ ӗнтӗ эпир хамӑра: Артур айӑплӑ пулман, тесе йӑпатма ҫеҫ пултаратпӑр», — терӗ. Атте мана алӑран тытса лӑплантарма тӑрӑшрӗ. Ун чухне вӑл эпӗ Артура питрен ҫупса яни ҫинчен пӗлменччӗ-ха. Бандитсем, Бояркӑран вунҫичӗ километрта, тырӑпа пыракан поезда йӑвантарса янӑ. Уполнаркомпрод приказ парса пӗтӗм строительство отрядне унта куҫарнӑ. Кӑвакарнӑ тӑрмаланчӑк ҫӳҫлӗ, шурӑ шӑллӑ Семенов, сюртукне йӳле янӑскер, манран инҫе мар ларать, чавсисем ҫине тӗреленнӗ те хур шӑммине кӑшлать. Экзамента пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ гимназист, питҫӑмартине хура галстукпа ҫыхса ҫӳреме халӗ те пӑрахманскер, малти сак ҫине вырнаҫнӑ та сехетӗн атлас жилечӗ ҫумӗнчи кӗмӗл уҫҫипе выляса ларать. Нихҫан та урӑх ҫакӑн пек пысӑк та вӑйлӑ туйӑм икӗ чӗрене ҫыхӑнтарса тӑман. Чиркӳре фабрикӑри шкул учителӗ Греков, кушак аҫи пекрех ҫын тунӑ хор хитре юрланӑ, ҫамрӑксем нумай пулнӑ. Унта чи лайӑх мастер та ним тума пултарайман, тет. — Даша инке! — Чуптӑвӑр ӗнтӗ княгиня аллине, — терӗ атте. Хомутов юлташ дисциплина ҫинчен калама тивӗҫлинчен чӗрӗкне анчах каларӗ. Алӑксен мраморпа тата бронзӑпа капӑрлатнӑ порталӗсем ҫакӑнтан шалти пӳлӗмсене илсе кӗреҫҫӗ. (Василий Иванович пуҫне сӗлтрӗ). Ҫапах та, пӗлтерӳсенчи илемлӗ те пушӑ сӑмахсене итлемесен те, Боровина хаҫатсем ӑна мухтанинчен кая мар мухтанӑ ытти пин-пин колонисенчен ытла та начар пулман ӗнтӗ. Ҫак самантра пуринчен ытла эпӗ ӑна нумай тата ҫавӑрттарса калаҫнӑшӑн кураймарӑм. — Андрей Петрович, эсир ангел пекех ырӑ кӑмӑллӑ, — терӗ Елена, — анчах вӑл сывпуллашма килет пулӗ вӗт? Урамра пачах тӗттӗм пулса тӑчӗ, ку лайӑх та пулчӗ-ха тепӗр тесен, кунта лара-лара, вӑхӑтран вӑхӑта чӳрече ҫине пӑхма ҫӳрени аван та мар-ха. — Халех станицӑна каятӑп, ҫул умӗн мӗн те пулин хыпкалас тесе кӗтӗм. «Кӗнеке» йӑнӑшмарӗ. — Шӳт турӑм вӗт эпӗ. Пӗр лобогрейка иртсе кайрӗ, ун ҫинче улӑм шӗлепке тӑхӑннӑ мучи ларса пырать, кӗпи ҫурӑк, тарпа исленнӗ, пиртен ҫӗленӗ йӗмӗ урапа маҫӗпе вараланнӑ. — Калӑр, капитан, — тӑсрӗ малалла сӑмахне Негоро, — «Пилигрим» ҫинче чӑн-чӑн опытлӑ моряк пурри сирӗншӗн пысӑк телей пулчӗ, ҫапла вӗт? — Кӑшт тӑхтӑр: манӑн тарҫӑ сирӗн япалӑрсене йӑтса хума пулӑшӗ… Ҫӗрле эпӗ пӗр пилӗк хутчен те бинокльпе туха-туха пӑхрӑм, кашнинчех ҫав уйӑх татӑкне пӗр вырӑнтах, малтан ӑҫта пулнӑ ҫавӑнтах, куртӑм. — Мӗн тума суяс-ха манӑн? Йӑм-хӗрлӗ пӑнчӑсем юмансен тӑррисенче хӑравҫӑллӑн сиккелерӗҫ, ҫавна пула йывӑҫсем, е ҫуттӑн хӗрлӗ талккӑшне вӗлтӗрт туха-туха пӑхса, е каллех тӗттӗмелле пытанса, йӑшӑлтатма, сулланма пуҫланӑнах туйӑна-туйӑна тӑчӗ. Ыран-паян шартлама сивӗсем пуҫланас пек тӑрать, пурсӑр та пӗтетӗр вӗт, — терӗ те хӗрхенсе Одарка, ҫӗҫҫине хурса, тухса кайрӗ. Нӑрра пистон коробки ӑшне пытарса лартнӑ пулнӑ. Каҫ уяр пулчӗ, ҫынсенчен нумайӑшӗ урамрах вырта-вырта ҫывӑрчӗҫ. — Ун чух этемре вӑй ытларах пулнӑ… вӑй тӑрӑх — ҫылӑх та! Цивилизаци унран пӗтӗмпех илнӗ, хула халӗ цивилизацие пӑсать те юхӑнтарать; хулан — пӗтмеллех! Матроссенчен пӗринпе те тӗл пулас мар тесе, вӑхӑта эпӗ ытларах хам каютӑра ларса ирттереттӗм. — Капла эпир, — терӗ вӑл, — ҫул ҫинче выҫӑ вилмӗпӗр. — Кала, председатель, анчах кӗскен, атту эпир пӑчӑхса вилетпӗр! Эпӗ ӑна тӳрех патакпа ҫапса вӗлертӗм, Джим вара аттен шурӑ эрехлӗ кӗленчине ярса тытрӗ те лӑнкӑртаттарса ӗҫме тапратрӗ. Чӗнменнине кура тепӗр хут ыйтрӗ: — Мӗншӗн илсе килчӗҫ сана? — Вӑл наганне туртса кӑларчӗ те, ӑна малалла тӑсса, алӑк патнелле утрӗ. — Ӑҫтан пӗлем эпӗ… сулӑ пирки калатӑп. Пӑхӑр-ха, епле тӗлӗнмелле ача! Вӑл, пуҫне тӗлӗнмелле тӳп-тӳрӗ тытса, ниҫталла та хускатмасӑр мӑкӑртатрӗ, — ҫакӑ та темле хӑрушла пулчӗ. — Мӗнех вара Австрия, — терӗ тепри, — славян ҫӗрӗсем… Ну, кӗрт. Ҫав вӑхӑтрах тата — ытла телӗнмелле-ҫке ку! — ман пуҫра, лаша ури тӑпӑртатнӑ ҫемӗпе килтерсе, суккӑр лирникӑн сӑмсапа нӑрлакан пӑсӑк сасси чӗтреме те чарӑнмарӗ: Ой, тухрӗ, тухрӗ тӗрек ҫарӗ,Хура пӗлӗт тейӗн… Ҫавӑн чухне вара эпӗ вӗсем патне, вӗсене вӗрентме яма ыйтатӑп, унта тухса каятӑп, вӗсен чӗлхине пӗлнипе хайхи, пырса ҫитетӗп те тӳрех кирлӗ ҫӗре тӗллесе кӑтартатӑп: «Сирӗн революшьен-и? Эпӗ пӳрнеме чӗре юнӗ ӑшне чиксе кӑларӑттӑм та вӗсен ҫамкисем ҫине хамӑн ӳпкевӗн клемисене сӑрлӑттӑм, вара вӗсем, кӗлмӗҫ чунлӑскерсем, хӑйсемпе хӑйсем киленнине пула телейсӗр юлнӑскерсем, сапланма пуҫлӗччӗҫ… Посолӗсем ним хирӗҫ тӑмасӑр мӗн ыйтнине пурне те тума пулчӗҫ, темиҫе кунтанах пирӗн императоршӑн пит усӑллӑ килӗшӳ договорӗ туса ал пусрӗҫ. Ман хуҫа хамӑн кашни ӗҫӗмрех палӑракан ӑс-тӑнӑма эпӗ ӑҫтан тата мӗнле майпа аталантарма пултарнине, эпӗ ӑҫтан пулса кайнине питех те пӗлесшӗн ҫуннӑ. Лось хыпаланса утать, — хускану-куҫӑмлӑхпа, кӗрешӳпе хумханнӑскер акӑ тӑпах чарӑнчӗ те пуҫне ҫӳлелле каҫӑртрӗ. Ну, тавтапуҫ… «Мӗншӗн-ха вара ҫав господасем хӑйсемпе хӑйсем ҫав териех кӑмӑллӑ? — шухӑшларӗ вӑл, — мӗнле сӑлтавпа вӗсем хӑйсене уйрӑм ушкӑн туса хураҫҫӗ, вара, вӗсен шучӗпе, ыттисене ҫав ушкӑнра пулма ытла та хисеплӗ имӗш. — Хӑратать ҫеҫ, хӑй хӑравҫӑ-ха! Такам ертсе пыракан «як»-сен группи тепӗр енчен вӗҫсе пычӗ те, нимӗҫсене сасартӑк ҫӳлтен атакӑларӗ. Ҫавнашкалах эпӗ ҫакна та пытарма пултараймастӑп: эпӗ калаҫасса та гуигнгнмсем евӗрлӗ калаҫатӑп, сӑмахсене вӗсем пек калатӑп. Судья тӑрать. Кунсерен вара Кораблев патне ҫӳреттӗмӗр — вӑл Воротниковски урамра пурӑнатчӗ — пирӗн актерсем мӗнле репетициленине итлеттӗмӗр. — Апла пулсан, тӑрса ҫывӑрнӑ ӗнтӗ, — терӗ сержант. Эпӗ хам та ҫаплах калатӑп, пире Александр патшаран урӑх никам та хӑтармасть! Сасартӑк вӑл уҫҫӑн та кӑмӑлсӑрланса калать: — Предтеча — мӗн вӑл? Вӑл, хӑйӗн мӑнкӑмӑллӑхне — лара-тӑра пӗлмен маттурӑн чӑрсӑрлӑхне кӑшт та пулин, кам та пулин тӗкӗнсен, пуринчен ытла хӑй умӗнче этем хакне тӑман ҫын тӗкӗннӗ чухне, ялан пекех кӑкӑрӗнче йӗкӗлтекен япала, пӗҫертсе янине туйнӑ. Ҫинҫе тимӗр йӗп тупса хур-ха. Анчах та халӗ, иксӗмӗр те шурса кайнӑскерсем, чи кирлӗ япаласем ҫинчен калаҫса ларнӑ вӑхӑтра, Катя хӑйӗн амӑшӗн сӑнне йышӑннӑ самантра, вӑл сӑмаха асӑнма та май килмерӗ. Перу ҫыранӗнче портсем, пӗчӗк хуласем, ялсем нумай. Дик тӗшмӗртни тӗрӗсех пулсан, ҫын пурӑнакан пӗр-пӗр вырӑна вӗсем ҫӑмӑллӑнах ҫитме пултарӗҫ. Ӑна Инсаровӑн тӳрӗ кӑмӑлӗ, вӑл хӑйне ирӗккӗн тытни килӗшрӗ, унӑн сӑнне те кӑмӑлларӗ вӑл; анчах Инсаровӑн пӗтӗм кӗлетки, лӑпкӑ та ҫирӗп, кулленхи пекех ахальскер, Берсенев ун ҫинчен каласа кӑтартнӑ тӑрӑх хӑй пуҫӗнче сӑнарланнӑ сӑнпа майлашсах каймарӗ. Нагульнов ҫакнашкал ыйту паракан ҫын ҫине йывӑррӑн пӑхса илчӗ те шурса кайрӗ: — Эсӗ шӳтлессе шӳтле те, анчах мӗн, пирки шӳтленине пӗл! Хум ҫинче ҫӑкӑр сӑмси пек туйӑнакан пулӑҫӑ кимми чӳхенет; акӑ ҫыран хӗрринче ял курӑнса карӗ, арҫын ача ушкӑнӗ шыв ӑшӗнче чӑмпӑлтатать, сарӑ хӑйӑр хӑйӑвӗ тӑрӑх хӗрлӗ кӗпеллӗ мужик утать. Пурин ҫинчен те малтанах кирлӗ пек шухӑшласа хумалла. Эрнекун, сентябрӗн 4-мӗшӗнче, почта ҫӳретекен «Вольтурно» ятлӑ пароходпа тухса, виҫӗ кунтан Марсель пристанне пырса ҫитрӗмӗр; эпӗ нимӗн ҫинчен те шухӑшласа пӑшӑрханмастӑп, магнит йӗппи мӗншӗн аташни ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑп, ҫав нимӗнпе те ӑнланмалла мар япала мана пит асаплантарать. Ҫавнашкал такама кӗтсе хускалмасӑр тӑракан мӗлкесене сӑртлӑхсем ҫинче тӗл пулатӑн, вӗсем Улӑп тӑприсен хыҫне пытаннӑ, хытхура витӗр те пӑхаҫҫӗ, хӑйсем пурте ҫынна аса илтереҫҫӗ, шиклентереҫҫӗ. Эпӗ сана халлӗхе нимӗн те каламастӑп-ха, шухӑшлам-ха пӑртак… Мӗн кӑна ҫук-ши унта? Ну, тата пирӗнпе ҫак хӗрарӑмсем хушшинче мӗнле пӗрлӗх пулма пултарать-ха? «Пӑх та кур!» терӗ хӑй тӗллӗн Иван Яковлевич, сӑмса ҫине пӑхкаласа илсе, унтан пуҫне тепӗр еннелле пӑрса, ун ҫине айккинчен тинкерчӗ: «Акӑ, мӗн шухӑшлӑн ӗнтӗ», терӗ вӑл, вара сӑмсана айккинчен нумай вӑхӑт пӑхса тӑчӗ. Нимрен те вӗсенчен кая юласшӑн мар пулса, эпӗ те Птицынӑна юратса карӑм. Пӑхать: икӗ михӗ ылтӑн. — Чӳречерен-и? Кӑнтӑрлаччен мӗн курнӑ, халӗ те вӑл ҫавнах курчӗ; тӳремлӗх, сӑртлӑхсем, тӳпе, хӑмӑр кӑвак инҫет; сӑртлӑхӗсем ҫеҫ халь ӗнтӗ ҫывӑхрарах ларнӑ пек туйӑнчӗҫ, тата хыҫала инҫете юлнӑ арман курӑнмарӗ. Картинӗ тем пек тӗлӗнмелле пулсан та, ҫак йӗс хӑлӑп вара, — терӗ вӑл, алӑк патне пырса питӗрмелли ҫӑрине хыпашласа пӑхнӑ май, — пушшех тӗлӗнтерет. Вӑт вӗт мӗнле тума пӗлнӗ! Ҫапах ун вырӑнне палламан ҫынӑн питех те паха пӗр уйрӑмлӑх пур: вӑл ҫимелли нумай парать, ҫавӑнпа ӑна чӑннипех пысӑк хисеп тумалла, Каштанка ун умӗнче кӑмӑллӑн ун ҫине пӑхса ларнӑ вӑхӑтра вӑл ӑна пӗрре те урипе тапман, ӑна пӗрре те: «Кай кунтан! — тесе кӑшкӑрман. Арӑм? Сурса хурас килет ман сирӗн ачӑрсем ҫине! Перси еннелле-ши? Афганистаналла-ши? — Пӗтӗм чӗре вӑйне пухса, аҫунтан тархасласа ыйт, унӑн ури умне ӳксе йӑлӑн; пулас кунҫулу ҫав тери телейсӗр, тӳсме ҫук пуласса, ҫав сӳсленчӗк тата аскӑн старик ҫумӗнче чечен ҫамрӑклӑху шанса хӑрса ларасси ҫинчен кала. — Мартӑчка, мӗн тӑван ӗнтӗ Мускава юлнӑ мӗскӗн Озолупа? Вара ҫавӑнтах арӑмне дворникрен Никита ҫинчен мӗн илтнине пӗтӗмпех васкаса каласа пачӗ. — Мана вӗрентме-и? Ҫӑтӑ, тӗттӗм-хӗрлӗ карӑсем хыҫӗнче, пысӑк, ӑшӑ пайӑрка пулса, лампа ҫутатать, «Чунӑмҫӑм, мана мӗнлерех кичем иккенне, эпӗ тарӑхса тертленнине, хӑвна мӗнле хытӑ юратнине нивушлӗ туймастӑн эсӗ!» — питне йӗнӗ чухнехи пеклӗн чалӑштаркаласа та ик аллине кӑкӑрӗ ҫумне хыттӑн хӗссе лартса, пӑшӑлтатрӗ Ромашов. Панӑ пулӑттӑм эп ӑна вунӑ тенкӗ! Анчах хӑрах ураллӑ моряк маншӑн епле хӑрушӑ пулнӑ пулсан та, капитанран хӑйӗнчен эпӗ ытти ҫынсенчен пуринчен те сахалтарах хӑраттӑм. Ылтӑна вутпа сӑнаса пӑхаҫҫӗ… — Ак ӑҫта пурӑнатӑн иккен эсӗ, — терӗ вӑл, эп ӑна ҫемҫе пукан ҫине ларма сӗнсен. Ҫак кӗтмен хыпар аттеме кӑштах вӗлерсе пӑрахман, вӑл хӑйӗн ҫирӗплӗхне ҫухатнӑ тата, хӑйӗн хуйхине ҫынна палӑртманскер, халӗ питӗ те ӳпкелешнӗ. Мускавранах-и? Килте вӑл ҫав тери халсӑр пек курӑнмасть, пур ҫӗре те ним иккӗленмесӗр, пӗлсе ҫӳрет, хӑйӗн пӳлӗмне хӑех тирпейлет, хӑйӗн япалисемпе теттисене те йӗркеллӗ тыткалать. Куна мӗнле тумаллине эпӗ тӗплӗн шухӑшлатӑп. Андрюша! Вӑл Джемма патне пырасшӑн пулчӗ, анчах Мартини ӑна ҫаннинчен ярса тытрӗ. Вӑл, Инсаров патне икӗ пӗчӗк ҫыру ҫырса, хӑех почтӑна леҫсе пачӗ — тем парсан та вӑл, вӑтаннипе те, мӑнаҫлӑхне пула та — горничнӑйне шанса паман пулӗччӗ. Пӗр сӑмахне те ан ӗнен, ун пирки яланах пур енӗпе те иккӗленсе тӑр! — Пур ун пекки. Анчах та кунта аран ҫеҫ илтӗнекен ҫын сассисем имшер те кулӑшла туйӑнаҫҫӗ. Артамонов чӳрече патне пычӗ, — садра Тихон Вялов тӑнӑ, вӑл, куҫне ҫӳлелле ҫӗклесе, темле хӗрачана улмуҫҫи ҫине тӗллесе кӑтартнӑ. Ку ҫын юлташӗпе ҫапӑҫнӑшӑн гвардирен кӑларса янӑ офицер иккенне чухласа илтӗм эпӗ. Ан хӑра, пурне те ҫакса вӗлермӗҫ! Ӗлӗкрех эпӗ ҫавӑн пек пулакан контузи ҫинчен нихҫан та илтмен. Чӗлпӗрне туртса Лозневой утне чалӑшшӑн пӑрса тӑратрӗ. Унӑн сӑнӗ хаяр, кӑвакарнӑ ҫӳҫӗ усӑнса аннӑ. Шел, эпир кардиналсем мар, кардиналсем пулсан пирӗн пуҫ тӗлӗнче ҫынсем ҫул тӑршшӗпех капӑр чатӑр йӑтса пынӑ пулӗччӗҫ. Ухмаха ертӗн-и-мӗн эсӗ? Хӑшпӗр йӗркесем виҫене пачах пӑхӑнмаҫҫӗ, анчах эпӗ вӗсем ҫинче чарӑнса тӑмарӑм; юлашки йӗрке вара мана ытларах тӗлӗнтерчӗ тата кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Хамӑрӑн тӑшмансене вӗсем вӑйпах туса панӑ каторгӑллӑ пурнӑҫ пире ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен вӗсемпе» тан пулма, вӗсенчен те ҫӳлте тӑма чарайманнине кӑтартса памалла пирӗн!.. — Эпӗ сиртен мантилья валли ҫамрӑк така тирӗнчен тунӑ лайӑх Астрахань тирӗ илсе килме ыйтатӑп, — терӗ Леноре фрау. — Ҫапла ара, кусем пурте, паллах, сирӗн хӳхӗм туйӑмӑрсене лайӑх чыс кӳреҫҫӗ, — терӗ вӑл ҫинҫешке те йӑпшӑнчӑк сассипе, хӑйӗн вӑрӑм, вилӗ пӳрнеллӗ те кӑвак чӗрнеллӗ сарӑхса кайнӑ хытанка аллисене ҫӑвӑннӑ чухнехилле сӑтӑркаласа, евӗклӗхне ытлашшипех ӳстерсе, ӑшшӑн пекех. Вӑхӑт вӑрахӑн иртнипе шӑплӑх шиклентернӗҫем шиклентернӗ ӑва… Ҫавӑнпа та вӑл патагонецӑн аллине хытӑ чӑмӑртанипе ирттерчӗ. Ҫук ӗнтӗ, сирӗн мана итлесех пулать… — Аманмарӑр-и тата? — Начар сан ӗҫ. Каҫа хатӗрленнӗ май, ылтӑн тӗслӗ чечексемпе те лилисемпе витӗнтернӗ хӑй вырӑнне Суламифь, ун какӑрӗ ҫинче киленӗҫлӗн вырнаҫса, чӗре хаваслӑхӗпе каланӑ вара патша: — Офир ҫӗршывӗнчи патша ладьйи евӗр эсӗ, о ман савниҫӗм, таса та чаплӑ ҫырма тӑрӑх, ароматлӑ шур чечексем хушшипе силлене-силлене ишекен ылтӑнран тунӑ ҫӑмӑл ладья пекех. — Темле «рихтгофенсем» вӗҫсе килнӗ теҫҫӗ-ха пирӗн пата. — Эпӗ хам та ҫапла тӑвасшӑн, — терӗ Робеспьер ҫемҫе сасӑпа, унтан: — Кунта ыйту тӑшман ӑҫта пулни ҫинчен ҫеҫ пырать-ха, — тесе хушса хучӗ. Шурӑ та кӑвак тумсем тӑхӑннӑ тарҫисем темӗн чухлӗн пыратчӗҫ; алла вӗрентнӗ тигрсемпе барссене хӗрлӗ хӑю вӗҫҫӗн ертнӗччӗ вӗсем. Эпӗ ухмах йыттӑн ҫырӑвӗсене ҫурса пӑрахрӑм. Амӑшӗ ун ҫине пӑхмасӑрах хуллен кулса ячӗ. Куҫа-куҫӑн пӑхса вӗсем питӗ нумайччен тӑчӗҫ. Е вӗсем пӗр кавара килсе ҫапла ирсӗр меслетсемпе Кораблева кӑларса ярасшӑн пулни килӗшмерӗ-ши мана… Вал кайри урисемпе тӑрса ташлать, — терӗ вӑл. Шухӑшӗ питех те аван, анчах вулкан хӑйне ҫул уҫса паракансене ҫӑтса ямӗ-ши? — Каламарӑм-и эпӗ сана ҫав негра вӑрласа тухма пулӑшатӑп тесе? Ватӑ кавказецсем калаҫма та, каласа кӑтартма та юратнине пӗлетӗп эпӗ; калаҫмашкӑн вӗсене хутран-ситрен кӑна май килет; тепре, акӑ, хӑй ротипе ӑҫта та пулин пӗр пилӗк ҫул хушши пӗр-пӗр тӗттӗм кӗтесре пурӑнать, ҫапах ҫав пилӗк ҫул хушшинче те ӑна никам та здравствуйте те темест (мӗншӗн тесен фельдфебель здравия желаю тет). Пӑван майӗпен тӑчӗ те пӳлӗмӗн тепӗр кӗтессине кайрӗ. Шухӑша кайнӑ ҫынсем вӑраххӑн утса иртсе пынине пӑхса, Артамонов сӑнтан хаярланчӗ, — нумай палламан сӑнсем тата тӗрлӗ тӗслӗ нумай куҫсем ун ҫине пӗрешкелех сиввӗн, кӑмӑлсӑр пӑхнӑ. Эпӗ вӗт кӗҫех Мускава таврӑнатӑп. Эсӗ: вӗсем мӗнле пулӑшу параҫҫӗ? — тесе ыйтма пултаратӑн. Сан сӑмахна тавӑрса, эпӗ пӗр тӗлӗнмелле истори каласа парӑп, вӑл истори Галилей уйӑхӗсем авалрах тинӗс тӑрӑх ҫӳрекенсене ҫул тупма мӗнле пулӑшни ҫинчен калать. Акӑ тинӗсре карап ишсе пырать. Пурте вӗсем ҫав тери чее хайлалӑхпа пӗрешкел тӑхӑннӑ пулнӑ, ҫавӑнпа вӗсен арлӑх-амалӑхне пит ҫивӗч куҫ та уйӑрса илеймен пулӗччӗ. Вланг, блиндажран тухмасӑрах, Володяна: кӗр часрах, тесе темиҫе хутчен те йӑлӑнса пӑхрӗ, анчах та Володя ӑна итлемерӗ, вӑл алкумӗнчех пӗр ик-виҫ сехет ларчӗ. «Эсир ман пуҫа хӑвӑрӑн ухмахла япалӑрсемпе ан минретӗр, — тет вӑл. Манӑн чарӑнcа тӑма вӑйӑм та ҫитеймест. — Тӗлӗнмелле! Вӑл хӑйӗн пӗтӗм пысӑк кӗлеткипе ҫӗкленчӗ, пукан хыҫӗ ҫинче ҫакӑнса тӑракан пиншакне тӑхӑнчӗ, амӑшӗ ҫине пӑхса:— Эпӗ пӗр ӗҫпе пӗрер сехете каятӑп, — терӗ те алӑкран пӗшкӗнсе тула тухрӗ. — Мана ывӑл кирлӗ. Эп кунта пурри-ҫукки вӗсемшӗн пурпӗрех тесе калаттарасшӑн сӑмахларӗҫ-ха вӗсем. Пирӗн совет интеллигенцийӗ вӑл — пӗтӗмпех ҫӗнӗ интеллигенци, вӑл хӑйӗн пӗтӗм тымарӗсемпе рабочи класпа, хресченсемпе ҫыхӑннӑ. Пирӗн хуҫапа унӑн арӑмӗ патне пухӑннӑ хӑнасем кашни ҫынна ҫӑмӑлттай шухӑшсем патне илсе пыма пултараҫҫӗ пек туйӑнать мана. — Шӑрпӑк парӑр! Шӑрпӑк, хӑвӑртрах! «Таврӑнатӑн-и?» — ыйтрӗ вут умӗнче тӑраканскер. Юлашки вӑхӑтра пирӗн литературӑра ҫине тӑрсах «ҫӗнӗ ҫынсем» шырарӗҫ, вара, хуть те мӗн пулсан та, Петербурга илсе килекен Фленсбург устрицисем пек, чӗрӗ пулма шут тытнӑ ҫамрӑксене сӑнласа кӑтартма тытӑнчӗҫ. Топтало чарӑнчӗ. — Мӗн унта? Унӑн сӑмахне ӳсӗр ҫынсен тӑрлавсӑр кулли тата пӗчӗк хура этемӗн хӑлхана ҫуракан ирсӗр сасси ответленӗ: — Тӗрӗ-ӗс! Старик мана хӑй кимӗпе илсе килнӗ япаласене пушатма юханшыв хӗрне ячӗ: аллӑ фута яхӑн кукуруза ҫӑнӑхӗ, пӗр пысӑк татӑк тӗтӗмленӗ какай, тарпа йӗтре, тӑватӑ галлон кӗрекен кӗленчепе виски, пӑшал авӑрлама кивӗ кӗнекепе икӗ хаҫат тата чӳпӗк илсе килнӗ вӑл. Фургон патӗнче хӑйӗн ватӑ кӗсри ҫинче Зеб Стумп ларнӑ. — Итлӗр-ха, — терӗ Софья Рыбина хуллен, кӑмӑлсӑррӑн, — эсир ӑна мӗн тума чӗнтӗр кунта? Ҫӗр ӗҫлекенсене, хайхискер, сывлама ҫӑмӑл пулса тӑрать, вӗсен урхалӑхне пушатрӗҫ пулать — колхоза кӗрес килсен кӗр, кӗрес килмесен — хӑвӑн уйрӑм хуҫалӑху ҫинчех лар. — Мӗншӗн тесен, ху пӗлетӗн, эпӗ ложӑра ларма юратмастӑп. Юлашкинчен, ҫак шӑплӑха майор хускатрӗ. — Савнӑ тусӑмсем, — терӗ вӑл, — ҫав хӑрушӑ япалана пурӑнӑҫа кӳртме ан васкӑр. Сирӗн ҫарсен, пирӗн полка хирӗҫ тӑраканнисен, позицийӗ нумай лайӑхрах, оборона тӗлӗшӗнчен вара — пит аван темелле. Эпӗ хӑраса кайрӑм: ку чул-сӑрт мар-ши, терӗм, ҫитменнине тата мана пушшех силле пуҫларӗ. Роберт ӗсӗклесе пӳлӗнчӗ, вӑл шуралса хӑрушӑланса кайрӗ. Пурте вӗсем, чӑтма ҫук усалскерсем, эрешмен евӗр ҫӑмламас питлӗ те хӗп-хӗрлӗ куҫлӑскерсем, самантрах кӳмене хупӑрласа илчӗҫ, пӗр-пӗрне тӗрткеле-тӗрткелех хыттӑн хӑрӑлтатса вӗрме тытӑнчӗҫ. — Сӑмах май, капитан, тата тепӗр ыйту. Апла эппин эпир пӗрне-пӗри ҫыру та ҫырмалла мар ӗнтӗ, ҫапла мар-и? Хӳме тесен, хӳме урлӑ каҫма май пулатчӗ-ха, анчах кунта пӗтӗм картишне лупас пек витнӗ. Вӑл пур пек хӑватне пухса тӗрлӗ май шухӑшласа пӑхрӗ, ыранхи куна кӗтсе илмешкӗн лайӑх кӑна канса вӑй пухмаллаччӗ-ха хӑйӗн… Ҫав вӑхӑтра замокра тата тӳрем сӑртлӑхра пулнисем ним тума пӗлмесӗр чупкаласа ҫӳренӗ. Шухӑшлӑр-ха, крушени Патагони ҫывӑхӗнче пулнӑ тесе хӑех кӑтартса парать те Гарри Грант, мӗнле хӑварӑн-ха Америкӑн ҫӗрне? Юрататӑп эпӗ ҫавӑн пек йӑлкӑшман куҫсене: вӗсем ытла ҫепӗҫ, лӑпканӑ пек пӑхаҫҫӗ… тепӗр тесен, унӑн пит-куҫӗнче лайӑххи те урӑх ҫук пулас… шӑлӗсем мӗнле тата, йӑлтах шурӑ-и. Карчӑк мар, тискер тигр вӑл манӑн! Эпӗ тӗлӗнсех кайрӑм. Анчах кун пек тӗлӗнтермӗше шанма пулать-и? Пӑх-халӗ, ӑна пахчасем чӑрмантарнӑ! Ҫакӑ, паллах, ӑна хӑйсен шӑпи малалла мӗнле пуласси — вырӑнти пӗчӗк патша аллине е мӗнле те пулсан пуян чура сутуҫи патне лекесси — пирки шухӑшлаттарчӗ. Ыйӑхӑм манӑн, куҫа хупса пӗр енчен тепӗр енне ҫавӑрӑнса выртсанах, сирӗлсе кайрӗ. Ӑна сӑнчӑрламарӗҫ, хӑрушӑ карцера та лартмарӗҫ, анчах унпа полковник хушшинче хирӗҫӳ кашни кунах ӳссе пычӗ. Ӑна вӑл хӑйӗн вӑйӗсене тӗрӗсленӗн туйӑнчӗ. Нихӑҫан та! — Шепердсонсем пулмарӗҫ-и вара кунта? — ыйтрӗ ача. Тата ман ывӑлӑн куҫӗсене уҫ, — кин мӗн тунисене тата Викторушка мӗн тунисене куҫ уҫса пӑхтар! Пирӗн килте савӑнӑҫ ҫук. Ах, халӗ май килес пулсан!» Ҫав мӗнпур нимӗҫ — француз-итали чӗлхипе калаҫнӑ сӑмахсем ун хӑлхинче ҫаплах янраса тӑчӗҫ. Асӑнма намӑс, пӗрмай вӑхӑт аран тупкаласа пытанкаласа ҫеҫ пурӑннӑ, хуйхи-суйхи — хамӑн, савӑнӑҫӗ — ҫынтан вӑрланӑскер! Вӑрман ҫийӗнчи сывлӑш таврӑнакан машинасен моторӗсемпе кӗрлесе тӑчӗ. Вӑл, лутра хӑях витӗр, урисене ҫӳле ҫӗкле-ҫӗкле, шыв варринчи таса вырӑн патнелле икӗ-виҫӗ утӑм тума ҫеҫ ӗлкӗрнӗччӗ, ҫав самантра сасартӑк сылтӑм ура тупанӗпе хӑй темле йӑшӑлкка та япӑлкка, сивӗ япала ҫине пуснине, пакӑлчакран ҫӳлерех темскер сӑхса илнине туйрӗ. — Ӑнланмастӑн-и мӗн… Малтанах вӑл вӗсене темӗнле савӑнса-хавхаланса итлерӗ, анчах часах хӑех сисрӗ: ҫав шавлӑ та чӗрӗ хум ун айккипе иртсе каять, ҫав хумӑн суккӑрпа ним ӗҫ те ҫук. Пӗтӗмӗшле, вӑл ытлах тӗлӗнмерӗ, мӗншӗн тесен, юхӑмсен вӑйне пӗлмесӗр, вӑл ҫӑмӑллӑнах йӑнӑшма пултарнӑ, йӑнӑшӗ пысӑках та мар иккен. Хӗр пек хуҫкаланать!.. Авдотья Васильевна апла мар, нихҫан та нимӗн те тумасть, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрсемпе е чечексемпе кӑна мар, хӑйӗн ҫи-пуҫӗпе те аппаланма юратмасть, хӑнасем пырсан вара яланах тумланма чупса каять. Мӗнле те пулин урса, кӑтӑрса кайнӑ ротнӑй хӑйӗн салтакӗсене черетпелен пӗтӗмӗшпех, сулахай флангран пуҫласа сылтӑммине ҫитичченех, питрен хӗреслӗн-хӗреслӗн ҫутӑлтарма тапратнине аякран, пӗр икҫӗр утӑмсенчен, час та часах сӑнанӑ Ромашов. Манран пиллӗх кӗтсе хӗрӗм чӗркуҫҫи ҫине тӑчӗ, анчах улӑп ҫынсемпе калаҫнӑ чух эпӗ пуҫа ҫӳлелле каҫӑртма хӑнӑхнӑ пирки ӑна асӑрхамарӑм та. Ҫулҫӳревҫӗсем ҫӗр ҫине тухаҫҫӗ Паганель каласа кӑтартнисем, сӑмах та ҫук, тӗрӗс ӗнтӗ. Ответ илетӗп Пӗр уйӑх, тепӗри, виҫҫӗмӗшӗ иртсе кайрӗ. Вӑл, хӑйӗн шывӗн кашни тумламӗпе пирӗн хисеплӗхе ҫирӗплетсе, эпир илтекен элеклӗ хурлӑха сирме пултарать… Ҫӳлте-ҫӳлте, тӳпе айӗнче, тусен тӗттӗм хӗвӗнче, тӑкӑнса кайнӑ ҫӑлтӑр пек, кӑвайт ҫути курӑнчӗ. Ан васка! Мана та унта илсе кай! Вӑрттӑн шухӑш, кирек те мӗнле пулсан та, хӗрарӑмӑн чӗрине яланах йывӑр кӳрет. Эпӗ кунта эрехне те сутӑп, лаша илме укҫа та пухса хурӑп, хӗрне те ҫураҫӑп. Мартиние вӑл хытӑ юратнӑ. Солоха пӗчченех ларать пулмалла. Сасартӑк, шоссе пӑрӑннӑ ҫӗрте, ҫӳллӗ тирек хыҫӗнчен паллакан кӗлетке курӑнса кайрӗ, вӑл темиҫе утӑм турӗ те чарӑнса тӑчӗ. Анчах тепӗр кунхине, ҫутӑласпа, вырӑнӗ ҫинчен ҫӗкленичченех вӑл пӗр иккӗленмесӗр ҫав награда илекенӗ шӑпах эпӗ, тесе шутланӑ, вӑл та, ман пекех, ҫавӑнтах телефон патне пынӑ пулнӑ. Хитрескер, тутӑскер те хӑйне-хӑй юратаканскер, вӑл мужиксене кураймастчӗ, ырӑ минутсенче вара ӳпкелешсе мана калатчӗ: — Эпӗ — ӑслӑ, эпӗ тасалӑха, ырӑ шӑршӑсене — ладан, одеколон шӑршине юрататӑп, ҫавӑн пек тивӗҫлӗх пур чухне манӑн шӑршлӑ мужика вӑл ман хуҫа майрине пилӗк пус услам патӑр тесе пилӗк таран пуҫҫапмалла. Анчах та ҫамрӑк туслӑх пуринчен те хаклӑрах. — Ну, мӗн? Ӗҫсем еплерех?.. Ялан тенӗ пекех ик-виҫӗ ача пӗр вӑхӑтрах хӑйсен кӑлтӑрписене кустарса янӑ, хӑйӗн кӑлтӑрпийӗ нумай вӑхӑт хушши ҫавӑрӑннӑ, вӑл вара ҫӗнтерекенӗ вырӑнче шутланнӑ. Господасем, итлӗр! Копал йывӑҫӗ, хытӑ ҫулҫӑллӑ акаци, ваугини ятлӑ «тимӗр йывӑҫ» — сивӗ ҫил вӗрекен енчен ку йывӑҫ вулли мамӑк тирпе витӗннӗ пек мӑк курӑкӗпе хупланнӑ, — манго йывӑҫӗнни пек тымарӗсем ҫиелте выртакан смоковницӑсем тата нумай ытти лайӑх йывӑҫсем шыва пӑхса тайӑлнӑ. Ӳсӗрес килсен те, ӳслӗке чарас пулать. Ман умри сак ҫинче пӗр студент чӗрре кӗнипе хӗп-хӗрлӗ курӑнакан чӗрнисене кӑшласа ларать, ҫакӑ мана ҫав тери йӗрӗнмелле пек туйӑнчӗ те, эпӗ унран аяккарах куҫса лартӑм. Хулӗсене Хӗрлӗ Хӗрес паллине ҫыхса янӑ сывлӑхлӑ та вӑйлӑ арҫынсем Будапешт урамӗсем тӑрӑх чупкаласа ҫӳренине е вӗсем хулашӑн пыракан чи хӗрӳ ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче ҫӗр айӗнчи хушӑсенче каннине аса илчӗ вӑл. Гаврила чӗтресе илчӗ… Ҫапах мӗн тӑвӑн, нихӑшӗ те нимӗн те шухӑшласа кӑлараймасть, тӑраҫҫӗ чӗнмесӗр. Пуянсем ун пек сехет патне чура тӑратнӑ. Чура вара сехете асӑрхаса тӑнӑ: вӑхӑт ҫитсен, савӑта вӑл тепӗр майлӑ ҫавӑрнӑ та кун пуҫланнӑранпа миҫе сехет иртни ҫинчен пӗлтернӗ: хӑйне евӗр «ҫапакан сехет» пулса та тӑнӑ. Халӑха лӑпланма чӗнетпӗр. Сехечӗ ҫине пӑхнӑ хушӑра вӑл кӑштах чарӑнса тӑчӗ, хуткупӑс кӗввинчен татӑларах юлчӗ, унтан вара пӑхрӗ те, тӗлӗнсех кайрӗ: блиндажри ҫынсем пурте юрлама тытӑннӑ иккен. — Ак тата инкек! Капитан ҫырӑвӗнчи сӑмахсем мана пӗрре те канӑҫ памарӗҫ, Даша инке сассине те илтнӗ пек, вӑл ҫак ҫырӑва куҫлӑх витӗр пӑхса, ассӑн сывласа, такӑна-такӑна вуланине те курнӑ пек пултӑм эпӗ. Эсӗ ӑнланатӑн вӗт — эпир усал ӗҫ тӑвасшӑн мар, чӑнлӑх пирӗн енче, эпир хамӑр ӗмӗр тӑршшӗпех уншӑн ӗҫлетпӗр — пирӗн пӗтӗм айӑпӗ те ҫав ҫеҫ! Марья Николаевна ун ҫине пӑхса илчӗ. — Мӗн-нле эп тустартӑм ӗнер хаҫатра пӗр сударе! Пуринчен хытӑрах, пуринчен ирсӗртерех Званцевӑн хӑйӑлтатса чӗтрекен ҫинҫе сасси илтӗнсе, хӑлхана ҫурнӑ: — Хӑта-рӑр!.. — Мӗн тӗлӗнмелли пур вара, кавальеро? Сӑртран аванах курӑнать ӗнтӗ: ялта, ҫунса кайнӑ ҫурт-йӗр вырӑнӗсенче, нимӗҫ салтакӗсен ушкӑнӗсем, тӗксӗм тӗслӗ нимӗҫ танкӗсем куҫкаласа ҫӳреҫҫӗ. — О, эпӗ ӗненетӗп! — терӗ Митман. Крыльца умӗнчен пуҫласа кӗлет таранах ҫав тери пысӑк шыв кӳлленчӗкӗ сарӑлса выртать. Христос санпала! Форта тунӑ вӑхӑтран пуҫласа, 1828 ҫултанпа, вӑл ҫакӑнти вырӑнсенчен кайман, хальхи вӑхӑтра ӑна Аргентинӑн правительстви фортра комендант туса хунӑ. Мӗн? Чиркӳ тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳремешкӗн эсӗ хӗтӗртмен тейӗн-и ӗнтӗ? — курайманлӑхпа тулнӑ пине чалӑштарса, сасартӑк тапӑнмаллипех тапӑнчӗ ман ҫине карчӑк. — Эсӗ мар-и, вупкӑн кехер? — Э… укҫасене пӗрлештересшӗн тӑрӑшать вӑл… Тепӗр кунне кӑнтӑрлахи кӗлӗ хыҫҫӑн ун патне Сизов старикпе, ырӑ сӑнлӑ литейщикпа, ҫӳллӗ те хаяр Махотин слесарь пырса, Павела директор мӗн тума шут туни ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӑл юрату хаваслӑхне те, юратнӑ ҫын ҫухалнин хӑрушлӑхне те пурӑнса ирттернӗ. Хӗрача доска ҫине пӑхмарӗ, хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Пӑван хӗҫпӑшала ӑсатас ӗҫе организацилеме хушнӑ Доминикино Флоренцие ҫыру янӑ, унта вӑл ҫине тӑрсах е пулӑшу, е ӗҫе каяраха хӑварма ыйтнӑ. — Ҫапла, ҫапла, — ярса илчӗ Увар Иванович, — урисем, урисем… унтан шап турӗ, вӑл месерле ӳкрӗ иккен… Эпӗ ун ҫине хӑвӑрттӑн кӑна пӑхса илтӗм. Вӑл ҫав териех илемсӗр пулас мар-тӑк эпӗ ӑна хӗрхенеттӗмччӗ те-и тен. Тухрӗ те — хытсах кайрӗ. Килсӗр-ҫуртсӑр ҫапкаланса ҫӳрекен ачасем ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене уҫса тухсан ҫакна лайӑхах куратӑн. Тахҫанах пулнӑ вӑл, граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, Туркестанра. Анчах крыльцан пӗрремӗш пусми ҫинче вӑл сасартӑк пур урисемпе те тӗренчӗ те тӑпах чарӑнса тӑчӗ, Давыдов та чарӑнсан вара, кӗсйине шӑршланӑ май сӑрӑ тутисене кулӑшла сиктеркелесе, ним хӑрамасӑр ун еннелле туртӑнчӗ. Тирек ҫывӑхӗнчех тепӗр вутӑ шаршанӗ пур, тӑватӑ фут ҫӳллӗш, малтан эпӗ ун хыҫне пытанасшӑнччӗ, анчах пытанмарӑм, ку лайӑх та пулчӗ пулас. Тӗлӗнмелле япала вӑл этем чӗри, хӗрарӑмсен чӗри пушшех те тӗлӗнтерет вара! Юргин ура ҫине тӑчӗ, котелокне ҫаплипех хӑварса, утса пыракан Озеров ҫинелле хӑюллӑн пӑхрӗ. Кунта, ачам, таварне пӗр лавпа та тиесе каяймӑн! Анчах, ниепле тавҫӑрса илейместӗп, качча кайнӑскер-и вӑл е хӗр-и, ҫапах та паллӑ, хура ҫӳҫлӗскер… Эпӗ ӑна пирӗн пек чӗрчунсем пурте влаҫпа пуянлӑхшӑн пӗр вӗҫӗмсӗр ӗмӗтсӗрленсе пурӑнни ҫинчен, хӑйсен чарусӑрлӑхне пула вӗсем кайран ҫав тери хӑрушӑ инкеке кӗрсе ӳкни ҫинчен, ҫакна пула кайран вӗсем ыттисене ӑмсанса кураймасӑр вӗчӗхсе пурӑнни ҫинчен каласа патӑм. Юнкер ку пирӗн, — хушса хучӗ вӑл, прапорщик еннелле ҫаврӑнса. — Ҫур кӗрепӗнке ҫитет пулӗ, тесе шутлатӑп. Инсаровӑн ашшӗ Тырновра пурӑнакан пуян купца пулнӑ. Чихирь тултарнӑ стакансене пыл ярса хутӑштарнӑ тата виҫ кӗрепенке премӗке сӗтел ҫине йӗркипе сапаласа тухнӑ хыҫҫӑн, Белецкий, хӗрсене кӗтесрен сӗтӗрсе кӑларса, сӗтел хушшине лартрӗ те вӗсене премӗксем валеҫсе пама пуҫларӗ. — Аван, — терӗ ҫамрӑк. — Каҫчен тӑрӑр манпа пӗрле штурвал умӗнче, эпӗ ывӑннипе йӑванса кайсан, эсир паянах темиҫе сехетлӗхе мана улӑштарма пултаратӑр. Пӗр ҫӗрте вӗсем питӗ аслӑ шӑтӑк тупнӑ. Ҫав шӑтӑкӑн маччинчен аялалла темӗн чухлӗ ҫутӑ сталактит усӑнса тӑнӑ, вӗсем этем ури сарлакӑш пулнӑ. Ачасем, ҫав шӑтӑк хитрелӗхне пӑхса савӑнса, унӑн йӗри-тавра утса ҫаврӑннӑ та унтан пӗр коридорӗпе тухнӑ, — ҫакӑнта темӗн чухлӗ коридор пырса ҫыпҫӑннӑ-мӗн. Хамӑн калавӑма малалла тӑсатӑп. — Ну, сывӑ пулӑр, Дмитрий Никанорович, — калаҫма пуҫларӗ Елена. Ун ӑшӗнчи махорки ҫӑтӑртаткаласа илет, ҫиекен тӗтӗмӗ чыхӑнтарсах ярать. Эпӗ сана пӗлтересшӗнччӗ, анчах семинари ӗҫӗсем нумай пулнӑ пирки тата ҫӗнӗ ректора кӗтсе илме хатӗрленнӗ пирки яланах вӑхӑт пулмарӗ. — Каллех хӑш! тунисем ҫинчен-и? — тесе ирӗксӗррӗн кулса илчӗ Луиза. Пӗрре Поддубец ячейкин секретарӗ, кӑвак куҫлӑ Гришутка Хороводько, хӗрӳ ача, пит тавлашма юратаканскер, антирелигиозник, ялти арман хуҫи патне контрабанда илсе килесси ҫинчен ӑрасна майсемпе хыпар пӗлнӗ те пӗтӗм ячейкӑна ура ҫине тӑратнӑ. — Вӗлерме? — Пӗтӗмпех урӑхла пулса тӑчӗ! — ӑна хирӗҫ сасӑ пачӗ амӑшӗ. Сире урӑх нимӗн те кирлӗ мар-и? — Часах… атте мӗн тумасан… — Вӑл нумайӑшне пӗлет… «ахалех»… — Шуйттансем! Валька пӳрнисене чарса кӑтартрӗ. Ку ята хуҫа лайӑх пӗлнӗ, анчах кунта та ӗҫ тухмарӗ. Отряд халь ҫав тери ансӑр сукмакпа уттарса пынӑ, икӗ юланут аран ҫеҫ юнашар пыма пултарнӑ; тӗллӗн-тӗллӗн сукмак сарӑлса кайнӑ, унтан каллех ансӑрланнӑ. Курасчӗ санӑн вӗсене, унта вӗсем шутсӑрах нумай, ав ҫав леш Ричард… Пӑр тапранать те — кайрӑмӑр вара… урасемпе малалла, аллӑмӗш палатӑна, — сас пачӗ Кукушкин, вӑртах стена еннелле ҫаврӑнса выртса. Макар йӑл кулчӗ, унӑн куҫӗ кӑмӑллӑн ҫиҫме пуҫларӗ. Вӗсем, иртсе пыракансем ҫине пӗри сивӗрех куҫпа, тепри ӑшӑ куҫпа тишкерсе пӑхса, васкамасӑр папахисене хываҫҫӗ те каллех тӑхӑнаҫҫӗ. Ку кӗнекене вӑл, паха кӗнеке вырӑнне хурса, юратса вулатчӗ, ун пек чухне вара, хӑйне ҫӗклентерсе, хӗрӳлленсе мӑкӑртатса вуласа ларатчӗ. Вӑл ҫавна пӗлсех тӑтӑр! Унӑн мана хӑратас килсе кайнӑ. Эпӗ Катьӑна юратса пӑрахни ҫинчен, ун пирки ҫӗр ҫывӑрмасӑр шухӑшласа выртни ҫинчен хамӑн тӑван аннене те каласа паман пулӑттӑм. Унӑн салхуллӑ сӑн-пичӗ улшӑнман. — Эпӗ те алла иленнӗ-и? — Мӗншӗн нимӗн те чӗнместӗн? — хуллен ыйтать арӑмӗ, упӑшки те ӑна ҫавӑн пекех шӑппӑн ответ парать: — Ахаль ҫеҫ сӑмахсем калас та килмест. Мӗн ҫавсен юнӗпе хӑвӑн аллуна варалатӑн? Таҫта ҫине тӑрсах улакурак краклатрӗ. Сӑмсахсенчен хӑшпӗрисем пӗлӗт татӑкӗ евӗр, теприсем фонтансем пек курӑннӑ. — Мӗн тӑвас-ха! — терӗ тепӗр хут Базаров. Анчах кунта темле урӑхла пулса тухрӗ, — тепӗр сехетрен вӑл упӑшки патне таврӑнчӗ те, вӑрӑм та илемлӗ куҫ хӑрпӑкӗсене хускатнӑ май куҫҫульне тӑкса, ӑна:— Мӗн тӑвас-ха, Митрич, чӑнах та турӑ пӳрнӗ пулас, — пиллесем хӗрӗмӗре, — терӗ. — Мӗнле капла, ваше благородие, — терӗ атте, — мӗнле айӑп тунӑ эпӗ? Лозневой мӗн шухӑшпа ҫавӑн пек калаҫнине Марийка ӑнланса илеймерӗ-ха, анчах халь Лозневой пӗччен ҫӗрте пӳртри пек мар, пачах урӑхла калаҫнине кура, Марийка сыхланма пуҫларӗ. Джимӑн, Уотсон мисс тарҫин, чӑмӑр пысӑкӑш ҫӑм пӳске пур, вӑл ӑна вӑкӑр хырӑмлӑхӗнче тупнӑ, халӗ вӑл унпа юмӑҫ пӑхса пурӑнать. Унӑн ӗненӗвӗсем тата ырӑрах пулма пултарни мӗнех вара, унӑн пурнӑҫӗ чаплӑрах тӗллев патнелле тӗмсӗлнӗ; ҫакӑншӑн ку таса чуна сахалтарах юратмалла-ши, унран сахалтарах тӗлӗнмелле-ши вара? Хӑйӗн аллинчи апат-ҫимӗҫ хатӗрӗсенчен вӑл Европӑра пӗҫерекен апатсене темӗн чухлӗ хатӗрлесе тултарчӗ, ҫак апатсене Австрали ҫеҫенхирӗн варринче ҫисе курни питех те тӗлӗнмелле пулчӗ вара. — Мӗнрен кулатӑр эсир? — интересленчӗ Санин. Енчен кухньӑра эпӗ пулман пулсан, Нина Капитоновна хӑйӗн кастрюлӗсемпе те чӳлмекӗсемпе ҫак сӑмахсемпех калаҫнӑ пулӗччӗ. Нимле чару та ҫуккипе ӗнтӗ унӑн пӗтӗм ҫылӑхлӑ ӗмӗчӗсем сӗвӗрӗлчӗҫ, вӗсен пӗтӗм туртӑмӗ пӗтрӗ. Сӑртсем ӗнтӗ ӗнтрӗк айне пулнӑ. Кӑвак сӑнлӑ тусем, хула ҫийӗн аялтан иртекен аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗсем пек, тӗлӗнмелле илемлӗн ҫакӑнса тӑнӑн курӑнаҫҫӗ. Сковородниковсем патне картла выляма ҫӳрекен карчӑксем пирӗн пӳрте питӗрӗнсе ларчӗҫ, юбкисене ҫӳлелле ҫӗклесе, ҫаннисене тавӑрса янӑскерсем, урай ҫунӑ пек пулса витре йӑтса тухрӗҫ, Даша инке темле «ҫула ӑсатмалли» патне кайса килчӗ. — Катьӑна чӗнме юрать-и? Ҫитӗннисене сыхлануллӑ тата ҫынсемпе сиввӗнрех пулма хӑнӑхтаракан хура-шурра курмасӑрах, пысӑккисем пек пулас кӑмӑлшӑн кӑна, ачалла ҫепӗҫҫӗн кӑмӑлласа, хамӑр чунтан-чӗререн савӑнассине пӗтереттӗмӗр. — Ан кансӗрле… — Ну-ну, хуллентерех эсӗ! Вӑхӑчӗ нумай иртрӗ-ҫав… Эсӗ те ҫаплах шутлатӑн пулсан, санран пулӑшма ыйтатӑп. — Эсӗ ан пус ӑна, — терӗ хӑйне кӑштах аван мар туйса илнӗ Разметнов. Владимир шӑлне ҫыртрӗ — калама ҫук хӑрушӑ шухӑшсем ҫуралчӗҫ унӑн пуҫӗнче. — Пӗтӗм ял халӑхне пуҫтарӑп та, сана кунта вӑйпа хупса илӗпӗр; пирӗншӗн эс турӑ симӗ пек кирлӗ, ху ав — вилмеллипех каясшӑн. Сирӗн куҫ умӗнче пулса иртнисем ҫинчен ӑна пӗтӗмпех каласа парӑр. Вӗлерес пек паратӑп! Вара ҫак вӑхӑтра вӑл вилнӗ ҫынна ӑҫта пытарассине пӗлме мар, урӑххишӗн килни пурне те паллӑ пулчӗ. «Хисеплӗ пансем, эсир ӑна манран та лайӑх пӗлетӗр пулӗ те-ха, анчах халь ҫакӑн ҫинчен сӑмах ҫӳрет: нумай запорожецсем шинкарьсене тата хӑйсен ҫыннисене питех те нумай парӑма кӗчӗҫ, вӗсене ӗнтӗ халь никам та ӗненмест те. Ӳлӗмрен, паллах, каламастӑп эпӗ, Устинович юлташ! Халь ӗнтӗ хӑрах урапа ӑҫта каян? Парикмахерсене пулӑшакансем ҫынсен куҫ умӗнчех хӗрарӑмсен парикӗсене кӑтралатаҫҫӗ, хуҫисем ҫав вӑхӑтра вӗсене сасӑпах «Монитер» хаҫата вуласа параҫҫӗ; теприсем, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пуҫтарӑнса тӑнисем, хаҫат умстатьисене сӳтсе яваҫҫӗ, чарӑна пӗлмесӗр аллисемпе хӑлаҫланаҫҫӗ. Исай, ҫурӑмӗпе ҫурӑк пӗренесем ҫумне таянса, ҫара пуҫне сылтӑм хулпуҫҫи ҫинелле усса, ҫӗр ҫинче ларнӑ пекрех выртать. Эпӗ сире ҫакна тума ирӗк памастӑп. Ҫил хӑлхана ҫурасла уласа вӗрнипе, тинӗс шавланипе ун сасси аран-аран ҫеҫ илтӗнчӗ. Михалаки яланхи пекех кӑшт маларах ӳпӗнсе пит чипер ларса тӑчӗ, Смион хаджи вара ҫӑварне те карса пӑрахрӗ, Дамянчо ҫиҫӗмӗн хӑвачӗ хӗл кунӗнче те ялкӑшни ӑна пӗтӗмпех ҫапса хуҫрӗ пулмалла. — Темех мар, темех мар, Ихошка, эпӗ никама та каламастӑп, — Гусев ӑна хӑйӗн ҫумнерех туртса вырттарчӗ, унӑн ангора кушакӑннилле ҫемҫе, ӑшӑ ҫӳҫне ачашлать. — Айӑплӑ! Татаринов капитан хӑйӗн приложенийӗнче пир хупӑллӑ тетрадь пирки те асӑннӑ, унта мӗн вуласа пӗлни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каламӑп эпӗ ку кӗнекере. — Ҫапла, сӑн-сӑпату санӑн чаплах мар. Ҫак рифсем тӗлӗнче, шыв ӑшӑх иккенне кӑтартса, кӑтра хумсем кӑпӑкланаҫҫӗ. — Кубань ултӑ пин ҫинче тытӑнса тӑраймӗ, — мӑнкӑмӑллӑн тавӑрчӗ ӑна Цимбал. Пӗр виҫӗ ҫулне ларса ирттерӗп ӗнтӗ, Уралта вутӑ-шанкӑ каскаласа пурӑнӑп, унтан тап-тасах тасалса тухӑп. Яков, хӑйӗн сӑмахӗсем Тихон патне ҫитес ҫуккине пӗлсе, калама чарӑнчӗ. — Тен, салтас? — пӑшӑлтатнӑ Бобров. Ҫав сӑмахсене каланӑ чухне Пӑван пуҫне кӑшт тайрӗ, унӑн сӑн-пичӗ питӗ кӑмӑллӑ пулнӑ пек туйӑнчӗ. Шурса кайнӑ вӑл, хӑлхисем хӗрлӗ, чӳрече ҫине ларнӑ, хисепсене вӗҫӗмсӗр ӳстере-ӳстере шутлать. Чӗреренех пырса тивсен вара — виҫи тулса ҫитӗ! «Мӗскер ҫирӗн халичченех ҫакнашкал музыка пырать?» — ыйтатӑп эпӗ Андрусевич поручикран. Тепӗр минутран вӑл хӗр аллине хӑйӗн таса мар тельняшкине тыттарнине те манса кайрӗ, ун енне ҫаврӑнса, савӑнӑҫлӑн:— Кур, Варюха, ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле чыслаҫҫӗ? Инсаров ӑна хирӗҫ ӑшшӑн ҫеҫ кулса илчӗ. Турӑҫӑм! «Сана вӗсемпе савӑкрах эппин?» Полковник чӗнсе илчӗ те мана, эпир пӗр вӑхӑт сӑмах хушмасӑр тӑтӑмӑр. Гостинӑйра калаҫу, шӑв-шав пуҫланчӗ. Каҫхи тӗттӗмре ҫынна пӑчӑртама ҫӑмӑлрах: кашкӑр та каҫа юратать, вӑл та хӑйне пӳрни ҫине ҫеҫ тапӑнать-вӗт. Турра пуҫ ҫапнӑ чухнехи пек хускалкалать ун туйӑмӗ. Краҫҫынланӑ ҫӗрӗшнӗ ҫӑмартапа-и? — тесе ыйтрӗ. Шурӑмпуҫ ҫывӑх, падре, — хӗвел сирӗн ҫийӗрте ҫутатса пӑхтӑр теместӗр-и эсир? Хӑйшӗн вӑл нихҫан та пӗр сент чухлӗ те тӑкакламан, тутлӑ япалана юратнӑ вӑл, пӗрре унӑн конфет ҫиесси килнӗ. Часах ун патне ҫыххи-ҫыххипе кӗнекесем илсе пыма пуҫлаҫҫӗ. Коридорти сехет вуннӑ ҫапрӗ. — Мӗнле «мӗне кирлӗ»? Сумлӑхшӑн. Мӗнле ҫын пулнӑ-ши Катьӑн ашшӗ? Икӗ тус Тоня патне ҫывӑхарса пыраҫҫӗ. — «Во лузях»! — «Мадам Ангу»! Мӗн калас? Анчах сукмаксем чӑнкӑ пулнипе таркӑнсем хӑвӑрт каяймаҫҫӗ. Тӗлӗнмелле: ку вӑл иккенне Ромашов ним йӑнӑшсӑр пӗлет, хӑй ҫапах та ӑна тӗп-тӗрӗссӗн паллаймасть те. Вӑл кунӗ-кунӗпе ҫывӑратчӗ, урама каҫ пулас умӗн ҫеҫ тухатчӗ, хӑй ялан тем пирки пӑшӑрханнӑ пек, шухӑша кайнӑ пек курӑнатчӗ, Кукушкин унтан кӑнттамӑн, анчах та ачашшӑн тӑрӑхлатчӗ, Изот вара ӑна хирӗҫ кулкаласа: — Ан шӑрла ӗнтӗ. Лось ӑна йӗрсе шывланнӑ куҫӗсенчен чуп турӗ. Кӗлеткем пӑшӑрханнине, ӳкӗннине палӑртрӗ:— Ытла та май мар хӑтланатӑр! — терӗ Мими. — Пӗр бутылка шампански пулать-и? — ыйтрӗ Базаров. Рехетлӗ Азора ҫӗр-шывӗнче тӗпленнӗ йӑхсенчен пӗрин йышне ыттисенчен уйрӑлса тӑракан шохо килсе кӗнӗ. Ну, шухӑшласа пӑхсам эсӗ: пуснӑшӑн персе пӑрахма юрать-и вара? Хамран хам кулмалла ҫав; мӗн тери ухмах пулнӑ эпӗ, ҫавнашкал суяна ӗненнӗ! Эсир пампассен тӑрӑхӗпе ҫӳренӗ, ҫав вӑхӑтрах Горн сӑмсахӗнчен ҫавӑрӑнса кайма ниепле те пултарайман. Ҫав каҫах вӑл ывӑлне хӑй кабинетне чӗннӗ те, чӗлӗм туртса ярса, пӑртак чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн, ҫапла каланӑ: «Мӗнле-ха эсӗ, Алёша, ҫар служби ҫинчен калаҫми пултӑн? Ҫыранпа тан тулса ҫуталса выртать, унӑн тӗтреллӗ ҫийӗпе кӑвак тӗтӗм шуса иртет. Унтан ӑҫтан ҫыру килтӗр. Ашшӗ хӑех урӑх ҫыру ан кӗтӗр тесе ҫырса янӑ-ҫке-ха. Ҫав ҫутта пула, якарах чул стена ҫинче тем ҫырнисем палӑраҫҫӗ. Гремячий ҫыннисене колхоза кӗртес ыйтупа иккӗмӗш хут пухӑва пуҫтарсан, вӑл хӗтӗртнипе Яков Лукич сӑмах тухса каларӗ, хӑйӗн ӑслӑ та килӗшӳллӗ сӑмахӗпе Давыдова Калама ҫук хытӑ савӑнтарчӗ. Мӗнле таврӑнчӗ вӑл? Ун ҫурри хупнӑ куҫӗсем, ҫӑмӑл та ырӑ куҫҫульпе тулса, аран ҫеҫ йӑлтӑртатрӗҫ. — Сунарҫӑсем. Вӑл нумай вӗреннӗ, правасем пӗлекен ҫын, хӑйне лайӑх тыткалать, вӑтӑр виҫӗ ҫулта обер-секретарь, коллежски советник, Станислав орденӗ илнӗ. Темиҫе минут хушши учитель темӗнле шухӑша кайнӑ пек пулса кӗнеке листисене уҫкаларӗ, унтан кӗнекене хӑй умне хучӗ те вулас тесе пукан ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ. Урасӑр-и? — Чей ӗҫ, Ефим, часах каяс пулать! — асӑрхаттарчӗ Рыбин. Штаб-горнҫӑ «начальниксене йыхӑрассине» янӑраттарса ячӗ. Вӑл ӑна пухкаласа аран-аран йӑсӑрланса, тӗтӗмленсе ҫунакан кӑвайт чӗртсе ячӗ те, ун ҫине шыв тултарнӑ тӑхлан котелокне ҫакрӗ. Ав вӑл хисеплеми те пулчӗ. — Мӗншӗн? — тесе кӑшкӑрса ячӗ Кольхаун, чарусӑр ҫилӗ килнипе пӗтӗмпех кӑвакарса кайнӑскер. — Гитлера тупнӑ-и? — ыйтрӗ водитель; анчах ӑна кабинӑран туртса кӑларчӗҫ те питӗ вирлӗн сывлӑшалла ҫӗклесе ывӑтрӗҫ, унӑн кӗсйисенчен темле гайкӑсемпе шайбӑсем туха-туха ӳкрӗҫ. — Эпӗ уншӑн пӑшӑрханнине ӑҫтан куратӑн вара эсӗ? — пушшех те шӑппӑнрах ыйтрӗ те Нагульнов, вӑрӑм ал тупанӗпе сӗтел хӗррине тайӑнса кӑштах маларах ӳпӗнчӗ. Эсӗ паян ҫӑвӑнман та пулмалла? Фома, унӑн урса кайнӑ кулӑшла кӗлеткине курсан, диван ҫине анса ларнӑ. Ежов ура ҫинчех тӑнӑ, вӑл, ҫамкине сӑтӑркаласа, хӗрарӑм сӑмахӗсене тинкерӳллӗн тӑнланӑ… — Каларӗ тесе — калӑр! — кӑшкӑрнӑ хӗрарӑм, унтан алӑкран тухсан тата тепре асӑрхаттарнӑ. — Ыранах! Астунӑ пулӑр! Эпир лайӑх тӗл пултӑмӑр та пӗрле трактире чей ӗҫме кайрӑмӑр, чей ӗҫнӗ хушӑра вара вӑл мухтанса ларчӗ: — Астӑватӑн-и, эпӗ мӗнле ӗҫлекен пулнӑччӗ, э? Вара шӗвсе кайӗ», — тесе шухӑшланӑ вӑл, кӗсьинчи укҫа хутаҫне чавсипе хыпаласа. Вӑл хура пӗлӗт патӗнчен вӗрчӗ, унпа пӗрле тусан пӗлӗчӗсемпе ҫумӑр, йӗпе ҫӗр шӑрши вӗҫсе килчӗҫ. Тар нумайтарах пулнӑ пулсан, вӗсем тапӑнакансене бӑшньӑна кӗртсе, ӑна тапӑнакансемпе пӗрлех сывлӑша сирпӗнтернӗ пулӗччӗҫ, паллах, вӗсемпе пӗрле хӑйсем те вилсе выртӗччӗҫ. Вӗсем ҫапла тума ӗмӗтленнӗ те, анчах хатӗрленӗ тар вӗсен пӗтсе пынӑ: вӗсем кашни вӑтӑршар хут ытла пеме пултарайман. Ял варринче вӗсем урам варрипе пыракан пӗр вӑрӑм ҫынна тӗл пулнӑ. Синопа ӑна тахҫанчченех пӑхса тӑнӑ. — Э, старик, халӗ йытӑсем пӑхса ӳстермелли вӑхӑт-и вара? — терӗ ӑна хирӗҫ Захар Морозов. Янахне хыҫкаласа, Тихон Вялов, яланхи пекех, лӑпкӑн:— Этем асапӗсем пурте пӗчӗк япаласемшӗн пулаҫҫӗ, — терӗ. Сэнд капитан Хӗрхенӳ, сехӗрленӳ — чи пирвай ҫак туйӑмсем ҫавӑрса илчӗҫ «Пилигрим» ҫине юлнӑ ҫынсене ҫак инкеке курсан. Малтан ҫинҫен, яр-уҫҫӑн та хаваслӑн шӑранса, каярахпа ҫав сасӑсемех тарӑнраххӑн та ҫинҫереххӗн илтӗнеҫҫӗ. — Пӗлетӗн эппин. Пӗр тунӑ йӑнӑша тӳрлетме ҫук. Пултарать. Андрей чухласа илчӗ, — ку вырӑна сӑрт ҫинче пӗтнӗ ҫынсене пытарнӑ-мӗн. — Эсир, — терӗ мана хуҫа, — кӑшт кӑна шухӑшлама пултаракан ӑс-тӑнлӑ чӗрчунсен йӑхӗ пулатӑр. Кунта пӗр инкек ҫеҫ пӗтерет: ман карчӑк йытӑ ҫӑмне арласа, ман валли чӑлха ҫыхасшӑн мар кутӑнлашать. Анчах Клисура ҫыннисем кӑлӑхах Стрем айлӑмнелле тинкерчӗҫ, — тӗрӗк ялӗсенче пушар тавраш курӑнмарӗ, Каблешков унти пӑлхарсене ҫӗклетмен те иккен-ха. — Селӗм калаҫать вӑл, — шухӑша кайса каланӑ Фома, чейне кашӑкпа пӑтратса. Вӑл хӑй те хӑраса именнӗ пек туйӑнать. Тен, кунтан тухӑпӑр? Пирӗн патра ятарласах ҫапла калаҫҫӗ: «Свапӑпа Усожа — Сейма юхса кӗреҫҫӗ; тав турра — Окана мар!» теҫҫӗ. — Эс — тӑхта пӑртак, эсӗ пире пӗлместӗн-ха, — те мухтанса, те хӑратас тесе каласа хучӗ Барский. — Пӗлместӗп, таҫта пулнӑ вӑл, — тетӗп эпӗ. Вӑл пӑрҫине ҫисе пӑхнӑ — тутлӑ мар, ҫӑкӑр татӑкӗсене тутанса пӑхнӑ та, ҫиме тытӑннӑ. Эпӗ гусара кӳлешетӗп! Юр ирӗлнипе пулнӑ шыв ҫинче ҫурта ҫутти хӑюсӑр ҫутӑлса тӑрать. — Ку Негоро мар, — терӗ Геркулес. Ҫак иртнӗ пӗр ҫул хушшинче эпӗ пурӗ те пӗр сантиметр кӑна ӳснӗ. Мӗн хыҫҫӑн мӗн пулса пынине астумастӑп, анчах ҫак каҫ хам Дерпт студентне тата Фроста ҫав тери хытӑ юратнине, вӗсене иккӗшне те пылак тутисенчен чуптунине, нимӗҫ юррине пӑхмасӑр калама вӗреннине астӑватӑп; ҫакӑнпа пӗрлех ҫак каҫ эпӗ Дерпт студентне курайми пулнине, ӑна пуканпа ҫапма шутланине, анчах ҫапмасӑр чӑтса ирттернине астӑватӑп; Камран иккенне эпӗ ҫавӑнтах чухласа илтӗм, анчах та лӑпкӑн кӑна:— Пӗлместӗп, — терӗм. Аха, эсир кунта-и, Ниловна? — Ҫук, кайман. Ҫапӑҫура йывӑр килсен, пӗр-пӗр шӑши шӑтӑкнелле вӗлт! тутаратӑн та эс — ӗҫӗ те пӗтрӗ! Ирхине Яков ҫуланса ларнӑ кӗске кӗрӗк пиншак, Упа ҫурин хуҫӑлкаласа пӗтнӗ хӗррисӗр-мӗнсӗр улӑм шлепке тата ҫара урисене ҫӗтӗк-ҫатӑк тӑхӑнса янӑскер, ман алла чутун пек пӳрнисемпе чӑмӑртаса ҫапла каларӗ: — Яра пар манпа пӗрле, э? Ак мӗнле ӳсеҫҫӗ ҫынсем… — Мӗн ятлӑ эсӗ? 4. Главсевморпуть управленийӗ совет полярникӗсен ҫемйине ҫавӑн пек мӑшкӑл кӑтартакан ҫынна иртӗхме памалла мар. Мӗн тӑвӑр ӗнтӗ? Сарлака та сарӑрах питҫӑмарти, шурӑ куҫ хӑрпӑклӗ те шурӑ куҫхаршиллӗ сысна куҫӗ пек пӗчӗк куҫсем, кӗске те лаптак сӑмса, пысӑк та ҫыпӑҫтарса хунӑн туйӑнӑкан тутасем, ҫаврака та сухалсӑр янах — тата унӑн кӑмӑлсӑр, кахал та ҫынна шанман пӗтӗм сӑн-сӑпачӗ — ҫапла, тӗрӗс: ҫав ку, ҫав, Ипполит Полозов! — Эсӗ мана лӑпкӑн та йӗркеллӗн каласа пар-ха, кам пусать, мӗншӗн? Манан ӑна тӳлеме укҫа ҫук, япаласем — хаклӑ, ӑнланатӑн-и? Николай Петрович нимӗн те тавӑрмарӗ, анчах та ҫыннӑн кивӗ туйӑмӗсем нумайччен пурӑннинчен тӗлӗнчӗ. — Ай, Сайлас! Кил хуҫи, хӗрлӗ те хуратутлӑ жид, темле чӑпта витнӗ ҫӳхе тӳшек туртса кӑларчӗ те, ӑна сак ҫине Бульба валли сарса пачӗ. Пӗр ватӑ старик-колхозник пӑчӗ. Старикӗ лайӑхскер! Пӗчӗк ача валли тунӑ пӗчӗк ҫӗмрен йӗппи вӗҫӗнчи хура чула илсе эпӗ пысӑк ҫӗмрен йӗппи вӗҫне лартрӑм. «Ӑна мӗнле те пулин ӗҫе вырнаҫтарас пулать, унсӑрӑн ку хӗрарӑм тӗрӗс ҫул-йӗртен пӑрӑнса кайӗ. Халӗ ӗнтӗ, шкула кӗрсе ларсан, Фома хӑйне халичченхинчен ирӗкрех туйнӑ, вӑл ҫӗнӗ юлташӗсене ытти ачасемпе танлаштарма пуҫланӑ. Батько каларӗ: ыран кунта ҫак саранчасенчен пӗри те ан юлтӑр, терӗ, мӗншӗн тесен ав, хӑвӑрах куратӑр, вутӑ патнех ҫитсе пыраҫҫӗ, сволочсем. Прокурор каллех защитника: «Эсӗр свидетельтен тӗпчеме пултаратӑр», — терӗ. — Виҫҫӗ… Ҫав пӗчӗк корзина илсе килсенех, Воропаев кайма ирӗк ыйтрӗ. — Кӑна лайӑхрах пӗлесчӗ манӑн, — терӗ Гленарван. Юрлӑ тӑвӑл тепӗр ту тӑррине лӑскама тытӑнчӗ, ӑна та сӗм тӗттӗм карса илчӗ. Эпир таврӑнтӑмӑр. Кил-ҫуртра тӗттӗм. Пур ҫӗрте те шӑп. Кӗл купи ҫывӑхӗнчи сарая кайса пӑхас тесе, картиш вӗҫнелле утрӑмӑр. — Мана нимӗн те кирлӗ мар… Вӑл пӗр хӗрӗх ҫулта пек туйӑннӑ. Унӑн тулли пит-куҫлӑ хӗрлӗ сӑнӗ чаплӑн та лӑпкӑн курӑннӑ, кӑвак куҫӗсемпе ҫӑмӑл куллийӗ калама та ҫук илемлӗ пулнӑ. — Ҫапла. Икӗ миля ҫурӑ кайсан, чӗрӗк миля чухлӗ юханшыв варринерех кӗтӗм, мӗншӗн тесен часах пристань курӑнмаллаччӗ, унти ҫынсем мана чӗнсе илме те пултараҫҫӗ. Тӗрмен пысӑк та ҫирӗп хапхисем патне ҫитиччен вӑл Энрико хыҫӗнчен утса пычӗ, унтан сывпуллашмасӑрах, канал патне анчӗ, ӑна унта кимӗ кӗтсе тӑнӑ. Куршанак тесе ан кала ӑна, «пиччиола» те — тӗрмере ӳсекенсене ҫапла ят параҫҫӗ. — Ытлашши ҫуллӑ пулӗ!.. Бекки салхулӑхӗ самантрах иртрӗ, хӑйӗн куҫӗ умӗнчех ачана лектерессине хытӑ кӗтме пуҫларӗ вӑл. Хӑвӑра-хӑвӑр, юлташсем, питӗ асӑрханса тыткаламалла. — Кунта — мӗн? Мана илес пулсан, эпӗ вара пиччен ҫӗр чӑмӑрӗ сивӗнсе пырать текен теорине йышӑнма пултараймастӑп. Халӗ ҫак батальон шуррисене хӑратса тӑрать: вӑл никама та хӗрхенмест. Вӑл — Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗ. Складсен хыҫа юлчӗҫ. Ӑна тӑхӑнса ҫӳрекенскер ҫынсен умӗнче влаҫлӑ пулса тӑрать. Бабтист пулнӑскер-мӗн. Эпӗ ҫакӑн ҫинчен аҫа ҫурине тӗрӗссипе каласа парсан, вӑл мана лӑпкан каларӗ: — Апла сире ун пек кӗнекесем вулама ир-ха! — Ҫапах та, сӑмахран, кама? — Макариха халӑх хушшинче лӑпланнине курсан, вӑл хӑй ку таранччен нихҫан та каламан пек, сӑмаха пат татса, хыттӑн каларӗ: — Мана кирлӗ пек вилме ирӗк парӑр, патша вӑхӑтӗнче пирӗн большевик юлташсем хамӑршӑн епле вилнӗ, ҫавӑн пек вилме ирӗк парӑр! Джон Мангльс каллӗ-маллӗ шутласа тӑмарӗ. Житейкина, Барскине, Воропанова тата хулари темиҫе хисеплӗ ҫынна, Мирон кӑмӑлне хирӗҫ пырсах, ашшӗ хӑй чӗннӗ, ҫавӑнпа та Мирон уншӑн палӑрмаллах ҫилленнӗ; пумилкке сӗтелӗ хушшинче пӗр ҫур сехетрен ытла мар ларнӑ хыҫҫӑн вӑл тӑрса тухрӗ те тӑрна пек утса кайрӗ. «Ӗнтӗ ҫирӗп тӑрӑр, туртса илме тапӑнаҫҫӗ, приступ пулать…» —терӗ комендант. Унӑн, мӗнле пулсан та, Ритӑна вагона кӗртмелле. — Ну, мӗн эсӗ? — мӑкӑртатрӗ вӑл, пуҫне усса. — Алвиш! Ах, эсӗ… Гусев хумхансах кайрӗ: — Ку — эпир, эпир — вырӑссем, ку — пирӗн, — терӗ вӑл Ҫӗпӗртен чӗрнипе тӗкӗнсе… Томсен пӗтӗм класӗ, юри суйласа пухнӑ пекех, канлӗхсӗр, шавлакан класс пулнӑ. «Эрех заводне пит час туса лартас тетӗр-и вара эсир?» — терӗ голова винокура, анасласа илнӗ хыҫҫӑн ҫӑварӗ ҫине хӗрес хурса. «Мӗн тӑвасшӑн-ха тата эпӗ?» — ыйтнӑ вӑл хӑйӗнчен, анчах чӗри унӑн ҫав-ҫавах ҫуннӑ. Хӑш чухне ухмаха хывсан та усӑллӑрах пулассине вӑл питӗ лайӑх чухланӑ, хӑш чухне тата темле ӑслӑ ҫынсем тӑвайман ӗҫре те хӑйӗн пултаруллӑхне ӑста палӑртма пултарнӑ. Юлашкинчен, сӗвек вырӑнпа чӑнкӑ ҫыранлӑ айлӑма анчӗҫ. Ку айлӑм вырӑн тӗпӗнче ҫырма йӳппи ӳркенчӗклӗн юхса выртать, ун ик айӑккипе тӗмескесем йышлӑн ларса тухнӑ тата хӑмӑш ӳссе ларнӑ. Шӑпа мар, вӑрҫа валеҫсе панӑ-ха ҫав картсене. Эпӗ ӑна хам Энскине Катя хыҫӗнчен йӗрлесе килнине ҫеҫ каламасӑр хӑвартӑм. Анна Васильевна кресло ҫине ӳкрӗ; — Пуриншӗн те. Ӑна — кӗрӗк тейӗн — тӳнтер енне ҫӗклесе пӑрахнӑ. — Тӗрӗс тумаҫҫӗ вӗсем, — терӗ Гленарван, лапкӑн. Кӑшкӑрса пӑрахрӗ вӑл мана: «Мӗн тума шутларӑн эс, ҫӗлен ҫури?» — Ӑҫта каятӑн? Вӗрен башньӑн виҫҫӗмӗш хутӗнчи ҫаврака пӳлӗмрен замокӑн иккӗмӗш хутне тӑсӑлать, унтан, ҫӗлен пек авкаланкаласа, кукӑр-макӑр пусма картлашкисем тӑрӑх аялти хута анать, урай тӑршшӗпе иртсе, курӑк ҫыххисем айӗнчи тикӗт кӳлленчӗкӗсем патне ҫитет. Анчах санӑн халӑху ӑна илтменни вара питӗ те кӳрентерет, — терӗ ҫирӗппӗн Воропаев. Фландрски полкӗн сержанчӗ пулнӑскер, вӑл вандеецсене ертсе пыраканӗсенчен пӗри пулса тӑчӗ. Эпир нӳхрепре питӗрӗнсе лартӑмӑр, вӗсем укҫа миххине шыраса тупрӗҫ те укҫине ҫавӑнтах урайне тӑкрӗҫ, сап-сарӑ ылтӑн купи йӑлкӑшса выртать пирӗн умра. Эпӗ: «пан Андрий!» терӗм. — «Янкель, кала аттене, кала пиччене, кала козаксене, кала запорожецсене, кала пурне те: атте халь мана — атте мар, пичче — пичче мар, юлташ — юлташ мар, эпӗ вӗсемпе пуринпе те ҫапӑҫатӑп, пуринпе те ҫапӑҫатӑп!» «Суятӑн, шуйттан Иуди!» тӳсеймесӗр кӑшкӑрса ячӗ Тарас: «суятӑн, йытӑ пичӗ! Анчах капитанпа сквайр уҫҫӑнах килӗштереймен. Мӗншӗн килӗнтен тухса тартӑн? Нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Джемма ун ҫине пӑхса илчӗ. — Чиркӳ юрӑҫи… — йӗрӗнчӗклӗн кулса, ҫаплах калаҫма чарӑнмарӗ-ха ашкӑнчӑк. — Такам та юрлама пӗлет сан пек! Ух, епле лайӑх! — ахлатса илчӗ вӑл, сывлӑш ҫавӑрмашкӑн куркана тути патӗнчен илсе; ҫав хушӑра унӑн сухалӗпе мӑйӑхӗ тӑрӑх ҫутӑ тумлам юха-юха анчӗ. Лашисене кӳлнӗччӗ ӗнтӗ, пӗкӗ ункинче вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑнкӑрав янраса тӑрать, лакейӗ те пурте хатӗрри ҫинчен пӗлтерме Печорин патне икӗ хутчен те пычӗ, анчах Максим Максимыч ҫапах килмест-ха. Кичем мар-и сире? Питӗ аванскер ку старик! Патша ҫӗлӗкӗсем тӑхӑннӑ ҫынсем курас вырӑнне эпӗ пӗр династире икӗ скрипач, патша ҫуртӗнче пурӑнса тем те пӗр куркаланӑ виҫӗ ҫаврӑнӑҫуллӑ ҫын, итальянецсен пӗр прелатне; иккӗмӗш династире вара парикмахера, аббата тата икӗ кардинала кӑна куртӑм. Вӑл тата тепӗр утӑм турӗ те тӗллемесӗрех пружина ҫине пусрӗ. Амӑшӗ пуҫне усрӗ, Егора ҫав тери хӗрхеннипе унӑн куҫҫуль тухрӗ. Граф хресчен тумтирӗ тӑхӑннӑ старике, ҫар ҫыннисене чысланӑ пекех, честь пачӗ. — Генерал, акӑ леш ҫын, — терӗ вӑл. Чирлӗскере унӑн хӑйӗн хӳтлӗхне илес пулать. Иртнӗ ҫул ав Володькӑ Грачев мӗншӗн вилчӗ-ха? Пасар урамӗ варринерех эпӗ йӗри-тавра ҫӗр купаласа пӳлнӗ пысӑк масар куртӑм. Пӗрер сехетрен правлени пӳртӗнчен Кӑтра Яша кӑшкӑрса чупса тухрӗ. Ӳкерчӗкӗ ҫинче шурӑ вӑрӑм кӗпе тӑхӑннӑ ҫамрӑк хӗрарӑм тӑрать, вӑл кӗпер ҫинчен сикме хатӗрленнӗ, хӑй уйӑх ҫинелле пӑхать, пичӗ тӑрӑх куҫҫулӗ юхать; икӗ аллине вӑл кӑкӑрӗ ҫине хунӑ; тепӗр иккӗшне хӑй умнелле тӑснӑ, тата тепӗр иккӗшне уйӑх еннелле кӑнтарнӑ. Художница мӗнлерех тусан лайӑхрах пулать-ши тенӗ ӗнтӗ, ытлашши алӑсене кайран хуратса тӑкма шутланӑ, анчах вӑл, каларӑм ӗнтӗ, вилсе кайнӑ та хӑй шухӑшланине туса ӗлкӗреймен, тӑванӗсем ҫав ӳкерчӗке унӑн кравачӗ тӗлне ҫакса хунӑ, ҫуралнӑ кунӗсенче ӑна чечексемпе эрешлеҫҫӗ. Темиҫе секунд хушши вӑл хӑйӗн сӳннӗ пек сӳрӗк куҫӗсене илмесӗр Марийка ҫинелле пӑхса ларчӗ. — Вӑл каялла киле кайнӑ чухнехи йӗрӗ, — тенӗ Зеб хуллен. — Урӑхла каласан, ҫывӑрма та вӑхӑт! — хушса хучӗ Базаров. Санӑн упӑшку ташлакан чӗлхесен тепӗр енче ларать. Эпӗ, сада кӗрсе, ҫӳллӗ хӳме хушӑкӗнчен хӗсӗнсе тухрӑм. Унӑн ашшӗ питӗ чирле пулнӑ; такам, пӗр ача, кайӑк тытнӑ, тет те, асламӑш ӑна аҫу вилет тенӗ, тет, чӑнах та вара вилнӗ, тет. Пӗрре хуҫа ман пата ир-ирех хӑйӗн камердинерне, турӑ лашине янӑ. Кӑшт шӑпланнӑ хыҫҫӑн Давыдов ура ҫине тӑчӗ. Ӑнсӑртран мӗн те пулин пуласран, Озеров кашни рота хыҫҫӑнах хӗҫ-пӑшал тиенӗ икшер повозка ярас тенӗ. Апла пулсан, эсир пӗр наукӑна анчах ӗненетӗр пулать? — Эпӗ сире каларӑм-ҫке-ха, нимӗскере те ӗненместӗп терӗм; мӗн-ха вӑл наука, пӗтӗмӗшпе илсен? Чи аялтан пӗрене ҫумӗпе пилӗк-ултӑ фут тӑршшӗ хамӑр валли вырӑн хырса тасатрӑмӑр. Васин, Володя сӑнанӑ тӑрӑх, пысӑк мар пӳ-силлӗ, йӑваш та пысӑк куҫлӑ, бакенбардӑллӑ ҫын пулнӑ. Вӑл: килне отпуска кайса килни ҫинчен, хӑйне малтанласа лайӑх кӗтсе илни ҫинчен, каярахпа ашшӗ тӗрлӗ ӗҫе хӑвалани ҫинчен, лесничий поручикӗ унӑн арӑмӗ патне кӳлнӗ лаша ярса тӑни ҫинчен каласа пачӗ. Вӑл каласа кӑтартнӑ чух пурте шӑппӑн ларчӗҫ, кайран вара ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ. Хохол хыттӑн кулса ячӗ. Анчах та ӑшри шухӑшӗсене ашшӗне харсӑррӑн каласа пани унӑн чунне кӑштах ҫӑмӑллатрӗ, вӑл хӑйӗн шӑпи ҫинчен, хӑйӗн мӗн тумалли ҫинчен лӑпкӑраххӑн шухӑшлама пуҫларӗ. Мӗн тунӑ-ха ҫак капитан, географин нимӗнле кӗнеки ҫине те кӗме пултарайман капитан? — Кан пӗртак, — терӗ Олейник. Казак арӑмӗ, пӗр ҫӗкленмесӗрех, ун еннелле хаяртарах та илемлӗ пичӗпе ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Манӑн Лукашка кордонра, анчах киле ямаҫҫӗ, — тет килнӗ казачка, хорунжи арӑмӗ кун ҫинчен тахҫанах пӗлнине пӑхмасӑрах. — «Тӑлӑп тупрӑмӑр-и?» Василий, вӑраххӑн тӳрленкелесе, диван ҫинчен тӑнӑ, пысӑк та хура аллаппипе Ежовӑн сарӑхнӑ, ырхан аллине тытса чӑмӑртанӑ. Ҫур сехет пӗр хускалмасӑр выртрӗ вӑл. Пӳрнисем витӗр куҫҫулӗ минтер ҫине юхрӗ. Праҫник умӗн кам ман пата урок калама пычӗ — тӑрӑр! Ҫӑварне карса, пӗр сывламасӑр вӑл ҫак Азире пурӑнакансем тӑхӑнакан темле шалпар тум тумланнӑ вӑрӑм пӳллӗ фантом мӗн тӑвассине кӗтме пуҫларӗ, Старик ун ури вӗҫнех ларчӗ те хӑйӗн шалпар платьин пӗрӗмӗсем ӑшӗнчен темле япала туртса кӑларчӗ. Кам та пулин хӑй 4-мӗш бастионра пулни ҫинчен калать пулсан вара, вӑл ун ҫинчен уйрӑммӑнах хавасланса, мӑнкӑмӑлланса калать; кам та пулин: «Эпӗ 4-мӗш бастиона каятӑп», — тет пулсан вара, эсир вӑл ҫын кӑштах пӑлханнине е ытлашшипех лӑпкӑ иккенне асӑрхатӑр; камран та пулин шӳт туса кулас пулсан, вара, 4-мӗш бастиона илсе кайса тӑратасчӗ ват сана», — теҫҫӗ; носилкӑпа пыракансене тӗл пулсан: «Эсир ӑҫтан?» — тесе ыйтаҫҫӗ, ответлессе вара тӑтӑшах тенӗ пек: «4-мӗш бастионран», — тесе ответлеҫҫӗ. — Вӑл мӗне пӗлтерет, дон Мигуэль Диаз? Инҫерех лараканӗсем хӑйсен савӑнӑҫне: «Эй, алло, Денни!» тесе кӑшкӑрса палӑртнӑ. Вӑл хӑй те эрни-эрнипе, уйӑхӗ-уйӑхӗпе ӗҫ шавӗпе нимӗн илтми пулса пурӑннӑ. Вӗҫӗ-хӗррисӗр ӗҫ хушшинче вӑл унӑн-кунӑн ҫаврӑнкаланӑ-ҫаврӑнкаланӑ та, ӑна сасартӑк пӑтранчӑк шухӑшсен ҫӑра тӗтри хупӑрланӑ, кичемлӗх пусса хунӑ вара вӑл хӑйне мӗн ытларах тӑлласа лартнине те тавҫӑрса илеймен: ӗҫ пирки тӑрӑшни-и е ҫав кулленхи пӗр евӗрлӗ тӑрмашусен кичемлӗхӗ-и? Ҫакна эпӗ сана тӗп-тӗрес калатӑп. — Епле апла? Пысӑкки пӗчӗккин пуҫне йӑлтах хупӑрласа тӑнӑ тутӑра салтрӗ, унӑн салоп тӳмисене вӗҫертрӗ, уринчи ӑшӑ пушмакӗсене хыврӗ, вара пӗркеннӗ пӗчӗк хӗрарӑмран ҫара мӑйлӑ чипер платье, шурӑ шӑлавар тата пӗчӗкҫӗ хура пушмак тӑхӑннӑ вуникӗ ҫулхи ытармалла мар хитре хӗрача пулса тӑчӗ. Огнянов ҫавна Спиридонча кӑтартрӗ. Унӑн труби начар кӑтартнӑ пулин те, Галилей тӳрех ҫак тӑватӑ уйӑха курнӑ, мӗншӗн тесен вӗсем пысӑк пулнӑ. Маттур халӑх! Унччен пире Титович студент вӗрентетчӗ… политикӑлла экономи… Сасартӑк унӑн ҫурӑмӗ хыҫӗнче, темӗнле, алӑпа хупӑрласа ӳсӗрнӗ пек, хӑрӑлтатни илтӗнсе кайрӗ. Унтан пӗр хушӑ чӗнмесӗр тӑчӗ те каллех ыйтрӗ: — Мӗн терӗр-ха ҫав эсир, мӗнле аманнӑ терӗр? Халӑх вара Ҫар шкулӗнче вӗренекенсем маршпа утма вӗреннине пӑхса тӑрать. Эпӗ вӗсене хамӑн ӗнеме ҫавӑтса кайса парам та, хам вара мӗнпе юлам? Тепӗр минутран вӗрене виҫӗ хут туртни вӑл питӗ аван анса ҫитнине пӗлтерчӗ. Чӳрече тӗлӗнчи пур япаласене те пытарнӑ каҫ сӗмлӗхӗ ӑшӗнчен майӗпенех: хирӗҫре — тахҫантанпах пӗлсе тӑракан лавкка, ун умӗнчи хунар, пиртен чалӑшла — аялти икӗ чӳречине ҫутатнӑ пысӑк ҫурт, урам варринче — икӗ ҫын лартнӑ пӗр-пӗр Ванька е килнелле васкамасӑр таврӑнакан пушӑ кӳме курӑнакан пулчӗҫ; акӑ ӗнтӗ крыльца умне карета ҫитсе чарӑнчӗ, кусем маларах килме сӑмах панӑ Ивинсем килсе ҫитрӗҫ тесе пӗр иккӗленмесӗр, эпӗ вӗсене кӗтсе илме малти пӳлӗме чупатӑп. Ӗнер хамӑр ҫывӑракан пӳлӗме темӗнле хулиган чулпа печӗ. Старик, пуҫне алли ҫине хурса, тӗлӗрсе кайрӗ. Павел пылчӑк ӑшӗнчен атӑ тӗпӗн юлашкине туртса кӑларчӗ те, ун ҫине тарӑхса пӑхса, хӑйне хӑй усал сӑмахсемпе вӑрҫмастӑп тесе панӑ сӑмахне пӑсса хучӗ. Сирӗн йышшисем ман ҫинчен эпӗ ҫав териех юнӗҫен тени тӗрӗс маррине эсӗ хӑвах куратӑн, — терӗ вӑл. Хӑпар! Апла пулсан пилӗк сехет ҫурӑра курнӑҫӑпӑр. Вӑл, хамӑра капитан тӳлеме тивӗҫлӗ укҫаран ҫуррине шутласа илсен, эпӗ сасартӑк унӑн аллине ярса тытрӑм. Сивӗ те лӑпкӑ сывлӑшра манӑн юн тымарӗсенчи юн шӑнтса яракан сасӑ — суккӑр ҫын хӑйӗн патаккипе шӑннӑ ҫул ҫине шаккани илтӗнсе кайрӗ. — Ҫав ӗҫе вара организаци сире хирӗҫ пыракан ҫынна шанса панӑ-и? Вӗсем ӑна тупсан? Ну, айта! Пире, ӗмӗр тӑршшӗпех ӗҫлекенсене, вӑл пӗчӗккӗн пӗрлештерсе пырать; вӑхӑт килсен — пурне те пӗрлештерет акӑ! Томпа ун юлташӗсем аякра, Дикпа тӗл пулаймӗҫ ӗнтӗ вӗсем — кунпа та килӗшмеллех. Хам эпӗ ҫынсене персе вӗлермен, саламатпа тесен вара… Мӗне шаннӑ вӑл? Мӗнле хӑйӗн пуласлӑхне пӗтерсе хурасран хӑраман? Акӑ вӑл чаршав айне кӗрсе пӑхрӗ. Ҫак палламан ҫынсен сӑн-сӑпачӗсем ҫине пӑхкаласа ларнӑ май, Давыдов районра ӗҫлекен виҫӗ ҫынна: агронома, икӗ сыпӑклӑ шкулта ӗҫлекен учителе тата тухтӑра палласа илчӗ; ыттисем, округран янӑскерсем, пур енчен пӑхсан та, производствӑран килнӗскерсем пулас. Салтакӑн та — Эпӗ… Шульгович полковник…. Мӗншӗн сан ҫинчен мана килсе калаҫҫӗ, каласа пар-ха. — Татса тухаканнисен сылтӑмри ушкӑнӗнче. Эсир вӗсене кама шанса парас тетӗр-ха? Старик нумаях пурӑнаймасть, ахӑр… Арҫынсем эрех ӗҫсе ҫырткаланӑ та чей ӗҫме тӑраҫҫӗ кӑна мӗн, сӑмаварӗ те урайӗнче кӑмака патӗнче шавласа ларнӑ. Ӗне енӗпе юмӑҫ мар пуль? — Ах, ҫӗр ҫӑтасшӗ! — тесе кӑшкӑрать есаул: — эсӗ пирӗнтен кулас тетӗн-им? Туссем пӗр-пӗринпе сахал та шӑппӑн ҫеҫ сӑмахларӗҫ. Вӑхӑчӗпе вырӑнӗ те, шӑплӑхпа чаплӑхӗ те вӗсене пусса тӑнӑ пек пулчӗ. Ку сӑмаха вӑл нихҫан та каламастчӗ, эпӗ хӑҫан та пулин пурпӗрех калаҫма пуҫлассине ӗненетчӗ, ахӑр. — Сэр, — терӗ ҫавӑнтах палламан ҫын, — эпӗ сирӗн умма хамах тухнӑшӑн эсир мана каҫарасса шанатӑп. Анчах тинӗс ҫинче этикетран кӑшт пӑрӑнса кайсассӑн та чармасть. Ӗмӗр лӑпкӑ пурӑнма пӗлменскер, вӑл хӑйне чӑннипех те православине хӳтӗлекен ҫын тесе шутланӑ. Атте малтан, чӗркуҫҫийӗсене тытса, пӳлӗм тӑрӑх сиккелесе ҫӳрерӗ, пӗрре пӗр урипе, тепре тепринпе унтан сулахай урипе пичкене пӗррех тапса ячӗ! Акӑ мӗн валли кайнӑ вӑл, — ҫын хӑйӗн еркӗнне манӑн юнпа йӑпатма мана вӗлерчӗ, — манӑн юнпа ӑна каҫхнне тула тухмалли ылтӑн чӳлмек илсе панӑ! — Эсир вӑл Боливинче нихӑҫан та пулса курман тенӗччӗ пулас. — Кӑна вӑл пиртен пытарман пулсан, — тавӑрчӗ Том. Ах, мӗнле кӑмӑллӑ эпӗ! — Хӑрамастӑп, — терӗ Носков тепӗр хут. Дымок, кӗлет ҫывӑхне пыма хӑюллӑх ҫитереймесӗр, тем шухӑшласа тӑрать. Вичкӗн ҫил вӗрет, малтанхи юр тӗмсен тӑррисене шуратнӑ. — «Тепре курнӑҫиччен, господа! Хама та нӳрӗ витӗрех ҫапрӗ. Шаляпинӑнни пекех. — Кӗҫӗн судья сӑмах илет. Пӑван хӑйӗн кӑкӑрӗ ҫинчи чечеке туртса илчӗ те унӑн ҫулҫисене татма пуҫларӗ. Вӗсем ҫапла хӗрӳллӗн савӑшса пӗр-пӗрне телейлӗн ыталаса илчӗҫ. Ҫапла, сирӗнпе республиканец, гражданин калаҫать, анчах ҫак гражданинӑн чунӗнче нумайӑшӗ священникрен юлнисем пур. Киле ҫитсен, вӑл хӑй ӗҫлесе илнӗ пӗр михӗ ҫӑнӑха хулпуҫҫи ҫине ҫавӑрса хучӗ те картишне кӗчӗ. Ун хыҫӑнчен тимӗрҫ ытти япалисене ҫӗклесе утрӗ. Ҫыру вӗҫӗнче вӑл аннеҫӗме хӑй патне пыма чӗнет. Пит пысӑк телей! Ачана ан хӑрат… — тесе хӑварнӑ. Ҫак тӑлӑх хӗрачана кӑштах хӗрхенсе те пулин ӑшшӑн пӑхмаллаччӗ пек ӗнтӗ, анчах Ровоама хаджи ун ҫинчен асне те илмен, Рада ҫакӑн пек асаппа та хӗн-хурпа пурӑнать тесе шухӑшлама та пултарайман вӑл, хӗр чунӗнче хӑй тивӗҫне лайӑх тытас туйӑмӗ ҫӗкленсех пынӑ май, ӑна пурӑнмашкӑн тата йывӑртарах пулса пынӑ. Ҫӗнӗ юлташӗпе вӑл хаваслансах туслашрӗ, ӑна чунтан юратса пӑрахрӗ… Шӑтӑк тӗпӗнче, сӑмала пек ҫыпӑҫакан сивӗ пылчӑк ҫинче ларатӑп, хам пит вӑтанса ҫакӑнтан тухма пултарас ҫуккине туятӑп, кукамая кӑшкӑрса хӑратма лайӑх мар пек туйӑнать. — Эсир-и? Латинла-и? Пӗлместӗп. Хӗрарӑмран унтан мӗн ыйтмалли пур? Ман сӑмахсемпе калаҫнӑ-и? Чӗри унӑн, аван мара сиснипе, салхун нӑйкӑшӑнса илчӗ. Е таптаса вӗлеретӗп, е умран ҫил пек вӗҫтерсе иртетӗп те, никам та куҫ хупса илме ӗлкӗреймест! — Лашан хырӑмсалӑхне пушатрӑм эпӗ, халлӗхе ан тив, йӗнерленипех тӑтӑр-ха, кӑшт сивӗнсен хывса хурӑп, — терӗ те кил хуҫи, тӑрӑшсах лаша ҫине сивӗ ҫапнӑ аҫам витсе ячӗ. Эпӗ тартӑм. Ах, турӑҫӑм, ҫавна ҫийӗнчех калама та манса кайнӑ… — Вӑл алса тулӗсене пӗр-пӗрин ҫумне хаплаттарса илчӗ. Ҫапах та эпӗ шансах тӑратӑп, вӑл хӑравҫӑ, хӑравҫӑ вӑл! «Ан хуйхӑр, ытарайми Оксана! — терӗ тимӗрҫӗ, — эп сана ҫав тери лайӑх пушмак илсе парӑп, ун пеккине пан хӗрӗсем те пурте тӑхӑнса ҫӳреймеҫҫӗ». Аллинче ун вӗренекен ача тетрачӗн листи ҫине ҫырнӑ ҫыру. Ҫав ҫырупа халӗ вӑл кашни ҫумнех ҫыпҫӑнать. Вӑл иртнӗ каҫ начар ҫывӑрнӑ; халь вара майӗпенех ҫывӑрса кайрӗ. — Ултав! — тавӑрчӗ Рыбин. — Вӑл тулли укҫа хутаҫҫине илчӗ те короле алӑранах тыттарчӗ: — Ҫак ултӑ пине илӗр, ӑна манпа йӑмӑкӑмсем валли ӑҫта хывас тетӗр, ҫавӑнта хывӑр, пире нимӗнле хут та ҫырса пама кирлӗ мар. Анчах кунта та ӑнӑҫу пулман. Эсӗ манран тухса кайнӑ чух юлнӑ… Пуринчен ытла вӑл ҫав фокуса Мышецки князӗн «Виноград Российский» ятлӑ кӗнекине кӑтартма юрататчӗ, вӑл «асап тӳснӗ пит тӗлӗнмелле те паттӑр ҫынсен нумай чӑтӑмлӑ та нумай паттӑрлӑхлӑ асапӗсем» ҫинчен ӑраснах лайӑх пӗлетчӗ, Петр Васильевӗ вара ӑна пӗрмаях йӑнӑшсем ҫинче тытма тӑрӑшатчӗ. Вӗсенчен ҫурҫӗр еннелле Ногай е Моздок ҫеҫенхирӗн хӑйӑр кӗрчӗсем пуҫланаҫҫӗ те вара, ҫурҫӗрелле тӑсӑлса, таҫта хӑяматра Трухмен, Аҫтӑрхан тата Кӑркӑс-Кайсацк ҫеҫенхирӗсемпе пӗрлешсе каяҫҫӗ. Акӑ Тетка патӗнче пӗр самантлӑха икӗ тӗксӗм, симӗс хӗлхем хыпса илнӗ. — Лашасем ӳке-ӳке вилнӗ, хӑй вӑл мӗнле сывӑ юлнӑ-ха? Ӗҫӗрсем ӑнӑҫлӑ пулччӑр. Анчах унӑн урисем — тӗрӗсрех каласан, ҫарти пушмаксене тӑхӑнтартнӑ протезсем — урайӗнче выртрӗҫ. — Ия… пӑрахса каймалла. Хӗрарӑмӑн янӑравсӑр сасси хуллен илтӗнчӗ. Эпир хӑвӑртрах Джимӑн сӑнчӑрӗсене салтса ятӑмӑр, чирлӗ Тома пӑхма Джим тухтӑра мӗн тери пулӑшнине пӗлсен, Салли аппапа Сайлас тете тата Полли аппа ӑна алӑ ҫинчех йӑтса ҫӳреме тытӑнчӗҫ темелле: ӑна лайӑхрах пӳлӗме вырнаҫтарчӗҫ, мӗн ҫиес килнӗ ҫавна ҫитерчӗҫ, ӑна пӗртте кичем ан пултӑр тесе тӑратчӗҫ, нимӗнле ӗҫ те тутармарӗҫ. — Вӗсем хӑш еннелле кайнине эпӗ ӑнланса илейместӗп. Хӑйӗн юратӑвӗн мӗнпур вӑйне темиҫе ҫул хушши пӗтӗҫтерсе тӑнӑ ҫынран турӑ ӑна вӑрахлӑха мар уйӑрнине вӑл ҫирӗппӗн шанать. Унта халь агитколонна. Ҫав агитколоннӑран тытӑнса пӑхатпӑр. Ҫав хушӑра Лось карапӑн решеткеллӗ бортӗнчен чавсаланнӑ та — аялта юхса юлакан сӑрт-тӗмескеллӗ тӳремлӗхе сӑнать. Пӗтӗм шкулӗпех актовӑй зала пухӑннӑ. — Испани, Россия, Австрали, Германи, Франци… Тепӗр карточки ҫинче ҫав хӗрех, кӗҫӗн техник-лейтенант формине тӑхӑннӑскер, тӳррӗн те ӑслан пӑхса тӑрать. Чӑнах та ҫаплах пулса тӑнӑ вара: Бурмин, хӑй нимӗн калама аптӑранине кура, хӑйӗн чӗрине тахҫанах уҫса кӑтартма май шыраттӑм, тесе пӗлтернӗ, халь ӗнтӗ хӑйне кӑшт та пулин итлеме ыйтнӑ. Каҫӗ сивӗрен сивӗ пулса пычӗ; револьвер тытнӑ алли шӑнса ырата пуҫларӗ: полици управленине ҫитме — инҫе, унта, паллах, пурте ҫывӑраҫҫӗ. Итле, мӗн тумаллине калам сана. Эпӗ ӑнтан та кайрӑм Пулас. Саккӑрмӗш теҫетке! Лешӗн, нумаях пулмасть чикӗре вӗлернин. Ҫапла вӑрӑ-хурахсем индеецсемпе суту-илӳ туса темиҫе эрне хушши океан ҫинче ишсе ҫӳрерӗҫ. Ӗнер ҫӗр аллӑ сакӑр гектар юлнӑ. Вӑл кунхине амӑшӗ те ӗҫе тухмарӗ, пур чирсенчен те хӑрушӑ чир пуҫланнӑ иккен унӑн Джоннийӗн. Климка амӑшӗ ҫивӗч чӗлхеллӗ, шӑрчӑк хӗрарӑм пулнӑ. Чӗмпӗр хулинче… Магацитлсем ҫӑмарта евӗр бронза аппаратсемпе вӗҫнӗ, куҫӑм валли вӑрлӑхӑн ӳсӗм вӑйӗпе усӑ курнӑ. Ҫав вӑхӑтра унӑн тусӗ Серёжка пӑрахӑҫа тухнӑ сарайра пӗтӗм вӑйне хурса ӗҫленӗ, вӑл стена ҫумне шӑтӑк чавнӑ. Документсем ҫинче тӳрех каланӑ вӗт: Грант капитанпа унӑн юлташӗсем континент ҫинче хӑтӑлса юлнӑ тенӗ, утрав ҫинче темен. Ан ухмахланнӑ пултӑр, манпа ун пек хӑтланса санӑн нимӗн те тухмасть. Посольство хӑйсен монархӗ аслине кӑтартма тӑрӑшрӗ, вӑл тума хушнӑ ӗҫе пысӑккине кура тивӗҫлӗ те чаплӑ посольство пулчӗ. Сӑмах май каласан, ӑна эпир сутӑн илесшӗн… Ян янӑракан юрӑ ял урамӗсем тӑрӑх юхать. Володя хӗрелсе кайрӗ, ҫак сӑмаха илтсен сывлайми те пулчӗ курӑнать. Пӗтӗм полка ҫуршар ротӑшаррӑн сыпӑнуллӑ колоннӑна хӗсӗнтерсе тӑратрӗҫ. — Чарӑн! Хуҫа арӑмӗ кӑмака хутса кӑларчӗ, хӗрӗ выльӑхсене хуса леҫсе каялла таврӑнчӗ те, кизяк пуҫтарса, ӑна хӳме ҫумне ҫапса ҫыпӑҫтарма пуҫларӗ. — Мӗн кӑна паман ӗнтӗ ку старике! — мӑкӑртатрӗ Ванюша, — ҫаплах сахал! Халӗ, ывӑлӑм, сисмесӗр ан юл. Ҫавна вӑрланӑ чухне вӗсем темӗнле те хӑтланчӗҫ: кашни минутрах пӗр-пӗрне шӑп пулма чӗнсе пӳрнисене тутисем патне тытрӗҫ, ҫук кинжал аврисене аллисемпе яра-яра илчӗҫ, хаяррӑн пӑшӑлтатса пӗр-пӗрне ҫапла хушса тӑчӗҫ: «Тӑшман тапрансанах, ӑна ҫӗҫӗпе аври таранах яшт чикмелле, мӗншӗн тесен вилӗ ҫын каласа кӑтартаймасть», — терӗҫ. Лучӑрканса пӗтнӗ хут ҫинче лайӑх пӗлекен ят курӑнса тӑнӑ, вал ятӑн инициалӗсем, кунта чинне те шута кӗртсен, виҫӗ саспалли: «К.К.К.» пулнӑ. Ыран, аслати иртсе кайсан, малалла мӗн тумалли ҫинчен шутлӑпӑр. Эпӗ ӑна хытӑ ыталаса илтӗм, ҫавӑн пек нумайччен пӗрле лартӑмӑр. Эпӗ тутасене хытӑ чӑмӑртаса хупларӑм та хӑлхана стена ҫумне хутӑм. — Маркиз господин, — хӑй сӑмахне тӑсрӗ ыйткалакан, — манӑн пӳрт илемсӗр, анчах унта сире тупаймаҫҫӗ. Эпӗ ҫӗр пӳртре пурӑнатӑп. Урай вырӑнне мӑк сарнӑ, мачча вырӑнне туратсемпе курӑкран ҫыхса тунӑ ҫивитти карнӑ. Ҫапла май вӑл, пуҫне каҫӑртса, куҫхаршисене пӗрӗнтерсе ларчӗ пӗр самант. Мӗнпур чулӑн патпш — Шамир чул. — Мӗскер пӗлнӗ эсир? — ыйтрӗ часрах Джон Мангльс. Хам ывӑлӑма эпӗ, чунӑмҫӑм, Хӗрлӗ Ҫара ӑсатрӑм. — Эсӗ хурахсемпе шпионсене тыт, эпӗ мӗн… — этем. Ҫапла вӑл час-часах тата хытӑрах ӗсӗклеме тытӑнчӗ. Анчах эсир йӑнӑшнӑ-мӗн: ку 4-мӗш бастион мар-ха. — Ниепле те! Татаринов капитан — историре паллӑ ҫын. Хуйхӑ Тепӗр кун ҫӗрле манӑн ун ҫине тепре пӑхса илес килчӗ; хӑранин туйӑмне ҫӗнтерсе, эпӗ алӑка хуллен уҫрӑм та чӗрне вӗҫҫӗн зала кӗтӗм. Манран вӑрттӑн, иккӗш кӑна, ҫӗрле! Хӑраса ӳкнӗ Ковалев шыв ыйтса илчӗ, питшӑллипе куҫӗсене шӑлкаларӗ: чӑнах, сӑмса ҫук! Хӑнисем ҫине пӑхса илетчӗ те: «Ну, — тетчӗ, — гошподашем, шийӗр, ӗшӗр, шавӑнӑр, эпӗ Нептун ытамнелле уттартӑм». Халӗ, ҫын кӑшкӑрмасӑр каланине кура, Артём чуна ҫӳҫентерекен хыпар чӑнахах иккенне ӑнланчӗ те ҫавӑнтах ҫынна палласа илчӗ; ку партколлектив секретарӗ-мӗн. Атте картишӗнчи пӗчӗк пӳртрен килнӗ хыҫҫӑн эпир унпа пӗрле кукамай патне кӗнӗ ҫӗре Мими ун патӗнче чӳрече умӗнче ларатчӗ ӗнтӗ, вӑл ӗҫлӗ ҫыннӑнни пек ӑнланма ҫук сӑнпа алӑк ҫинелле мар, урӑх еннелле хаяррӑн пӑхатчӗ. Тата нумай сӳпӗлтетрӗ вӑл, мӗншӗн тесен яланах хӑйне хӑй итлеме юратать, калать-калать те каллех «пытару ӗҫки» тесе хурать, юлашкинчен герцог чӑтаймарӗ. Хут ҫине «Пумилкке» те, ухмах ватсупнӑ!» тесе ҫырчӗ. Вара хутне хуҫлатрӗ те, гӑ-гӑ-гӑ тесе, ӑна хӑнасен пуҫӗ урлах короле тыттарчӗ. Вӑл хӑйӗн ҫӳревӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пани. Вӗсем иккӗшӗ икӗ еннелле уйрӑлса тӑраҫҫӗ, темскере сӑха-сӑха иленҫи тӑваҫҫӗ, сыхӑ куҫӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн тимлӗн сӑнаса, кӑштах ирӗлсе йӑшнӑ юра урисемпе чавкалаҫҫӗ. — Шыв вара? Хӑпарса улӑхакан шыв? — Апла пулсан, ӑна валли кунта тивӗҫлӗ ӗҫ вырӑнӗ те ҫук. «Макарине» хӑйӑр ҫинчен кӑларма май килмерӗ пулсан, ахӑрнех, ӑна хӑвӑртрах пӑрахса хӑвармалла пулӗ. Халь пурӑнатпӑр ӗнтӗ. Ох, йывӑр мана, ва-атӑске-ре-ее, тӑкӑс мана-а-а… — Мана вунӑ хут йывӑртарах, анчах та курӑн акӑ: эпӗ санран юлмастӑп». Вӑл никама та курмасть-ха, анчах та ҫак вӑхӑтрах хӑйне такам хыттӑн тинкерсе сӑнанине тискер кайӑк сисӗмӗпе туять. Ӑна ывӑлӗ хӗрӳллӗн «анне» тени тата аллине ҫакӑн пек чӑмӑртани тӗлӗнтерсе пӑрахрӗ, кун пекки нихҫан та пулманччӗ-ха. — Мӗншӗн чуптурӑн-ха мана, Том? Ҫак вӑхӑтра ҫуран тата юланутлӑ казаксем хыттӑн калаҫса тата туратсене шатӑртаттарса хуҫса килни ҫыран тӑрӑх илтӗнчӗ. Телейлӗ ҫул пултӑр. Вӑл тӗлӗкӗнче те туртсах выртать. Пыратӑн ман пата, хӑвах пыратӑн, эпӗ вара сана кашкӑр путеке ярса илнӗ пекех тытатӑп та вӑрмана илсе каятӑп, анчах туртса ҫурмастӑп, ҫук. — Ан тив, ҫӳретӗр ыттисем патне, — мӑнкӑмӑллӑн тавӑрчӗ Марьяна. Пиастрсем!» — тет. Малалла та ҫаплипех, пӗрре пӑрса лартнӑ сехет пек, сывласа илмесӗр, сассисене улӑштармасӑр кӑшкӑрать. — Пирӗн колхозниксем, сержант юлташ! — Ну, мӗнле? Эпӗ те хам майлӑн психолог тата физиогномист. Тӑнлавӗсем ун сарӑрах ҫупа вараланса пӗтнӗ. Пуринчен ытларах мана команда суйлассипе чӑрманма тиврӗ. Тавтапуҫ! Тата час-часах эпӗ ҫынсем пӗр-пӗрине сӑмахпа ҫеҫ хӗрхенсе ырӑ тунине, сӑмахпа ҫеҫ юратнине, ӗҫре хӑйсем сисмесӗрех пурӑнӑҫӑн пӗтӗмӗшле йӗркине пӑхӑнса пынине кураттӑм. Ку чӑн-чӑн улпут, тесе ырларӗ Ванюша Белецкине. Малтан Воропаев ку мӗнле те пулин пӗчӗкҫӗ ҫын пулӗ тесе шутларӗ, кайран вӑл унӑн визит карточкине вуласа пӑхрӗ те ку ҫын пӗтӗм тӗнчипе паллӑ хаҫатра ӗҫлекен паллӑ журналист пулнине те аран-аран ӗненчӗ. Сире юратмастӑп-им эпӗ? — терӗ те вӑл мана сӑмсаран перчетке вӗҫӗпе хуллен ҫапса илчӗ. Иксӗмӗртен пӗрне суйласа илӗр. — Лагертен кайма пултараймастӑр эсир, сэр, — терӗ Джон. — А ҫавӑ кирлӗ те, Роберт, — терӗ Гленарван. — Анчах эсӗ хӑвна мӑнна хума юратмастӑн. Апла та пӗтӗмӗшпех мар. Эпир шӳрпе пӗҫертӗмӗр, ӑна ҫур чашӑк патӑмӑр. Эпӗ ун ҫинчен нимӗн те пӗлместӗп. — Пулмӗ теме ҫук. Шӑп ҫакӑ пулать — мӗнпур философи,Наукӑри тупсӑм — мӗнпур те ҫав ҫех! — Ҫук, эпӗ те унпа пӗрлех каятӑп. — Хавассӑнах килӗшетӗп, капитан Кольхаун. Икӗ барышни те хӑйсем ӑсталанӑ, симӗс хӑюсемлӗ, йӳнӗрех, анчах питӗ килӗшӳллӗ пӗрешкел шурӑ платьесемпеччӗ; иккӗш те кӗрен питлӗ, хура ҫӳҫлӗ, тӗттӗм куҫлӑ та кук терриллӗ; иккӗшӗн те куҫа йӑмӑхтарасла шурӑ, анчах тӗрӗс мар вырнаҫнӑ шӑлсем, апла пулин те ҫакӑ вӗсен тап-таса, чип-чипер ҫӑварӗсене пач уйрӑм илем ҫех кӳрсе тӑрать; иккӗш те кӑмӑллӑ, хаваслӑ, хӑйсем, уйӑрса илмелле мар тейӗн, ытла та пӗр тӗслӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӗсенче ҫав тери илемсӗр пиччӗшӗн сӑнӗ те пурччӗ. Мана хама, мӗншӗнне хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ, пуринчен ытла килтен тухса кайма май килменни пит пӑшӑрхантарать. Ҫӳлӗ, асран кайми Хуан Фернандес! Стапи ялӗнче эпӗ ҫав чулсене, хӑйсен мӗнпур илемлӗхӗпех куртӑм. Эпӗ, ачам, чирлерӗм те… Тӗлӗнмелле, мӗншӗн эпӗ нихҫан та ҫырла-ҫимӗҫ ҫиме юратман-ши? Негоро таврӑнсан, Дик Сэнд унран ыйтса тӗпчеме, кирлӗ пулсан, ухтарма та шухӑш тытрӗ. — Сан шутпа, мучи, чи кирли мӗн пулать? Эсӗ ҫавна, Кассий, ман пекех пит лайӑх пӗлсе тӑратӑн. — Хуть те мӗн тӑвӑр, манӑн авланас килмест, эпӗ авланмастӑп та. Ача, аякранах аллисене тӑсса, пианино патне ҫывхарчӗ, инструментӑн ҫутӑ та яп-яка хупӑлчине сӗртӗнчӗ те самантрах каялла чакса тӑчӗ. Тӳперен хӑйпӑнмалла мар ҫыпӑҫса тӑраҫҫӗ-ши вӗсем е тӗнче уҫлӑхӗнче куҫса ҫӳреҫҫӗ-ши? Эпӗ курнӑ, пӗр чи лайӑх перекен ҫын кашни кун перетчӗ, кашни апат умӗн вӑл виҫшер хутран сахал пемен. Паганеле тӗлӗнме черет ҫитрӗ. Ун куҫӗ ҫутӑ та савӑнӑҫлӑ, шӑлӗсем вӗтӗ те пӗр-пӗринпе ҫӑттӑн ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ, сасси виҫене ларса ҫитеймен-ха. Парижран Глазгона ҫитиччен пӗр канмасӑр кисренсе килнӗ ҫынна куншӑн ятламаллиех те ҫук. Вӑл ҫак ҫырӑва ячӗ те — кӗтме пуҫларӗ. — Илтрӗм, — терӗ лешӗ. — Вӑл мар, лешне тахҫанах вӗлернӗ! Уэлдон миссис аслӑ ҫулҫӳревҫӗ килсе ҫитессе чӑнласах шанма пултарнӑ. Иосиф Виссарионович уткаласа ҫӳреме, шухӑшлама юратать, — терӗ. Хӑй аяла пулассине вӑл пӑхса тӑракансем сисичченех курчӗ. Анчах хӑш еннелле каймалла-ха? Сид ҫакна асӑрхарӗ: ку таранччен Том, пур вӑйӑра та хӑйне пирвайхи рольсем панине пит юратнӑ пулин те, ҫав вӑйӑра нихҫан та аслӑ следователь пулма килӗшмерӗ. Сид ҫавӑн пекех тата Том свидетель пуласран та пӑрӑна-пӑрӑна юлнине асӑрхарӗ, ку та темӗнле тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ ӑна. Сид ҫакна та асӑрхамасӑр хӑвармарӗ: ҫавӑн пек вӑйӑсенчен Том, йӗрӗннипе, кӑшт та пулин май килсенех пӑраха-пӑраха тарать. — Тӗрӗс, анчах — лӑплантармасть! — ирӗксӗрех Андрей сӑмахӗсене аса илчӗ те амӑшӗ ассӑн сывласа ячӗ. — Ҫапла, — ответленӗ Фома. Унӑн хытӑ хупӑллӑ шлемӗ ҫинче каҫхи шуҫӑм ҫути ҫиҫет. Тӗрӗссине каланӑшӑн эсир мана, ватӑ аппӑра, ан ҫиленӗр; эпӗ Этьена ҫирӗп тытаттӑм, ҫапла туни тӗрӗссине ӗненетӗп те. Банда телефонпа телеграф пралукӗсене касса татнӑ пирки, ку ӗҫ ҫинчен Жухрай тӗпӗ-йӗрӗпе паян ирпе тин пӗлнӗ. — А эпир кама та пулин тӗкӗнетпӗр-и ҫак? — мана ытларах та ытларах шанса, малалла калаҫрӗ вӑл. — Пирӗн лашасем шӑрӑхпа аптӑранӑ. — Халь ӗнтӗ Костя ытлашши тытӑнчӑклӑ калаҫмасть. Пушанса юлнӑ баксене бензин чӑп тулли тултарчӗҫ. Ун умӗнче эпӗ нимӗн те хирӗҫ калаҫса тӑмарӑм, хамӑн чунтан савса юратнӑ Гретхена аса илтӗм те вулкан ӑшӗнчи вӑтам шӑтӑк патне пырса тӑтӑм. Унтан кӗтме пуҫларӗҫ. Ӑнлан. Эпӗ ҫав хӗрарӑм патӗнчен хамшӑн ҫӗнӗлле тарӑн шухӑшпа тухса карӑм; ман умра шуҫӑм уҫӑлса килнӗ пекех туйӑнчӗ, темиҫе кун хушши вара эпӗ анлӑ пӳлӗме тата вӑл пӳлӗмре ангел пек туйӑнакан ҫутӑ кӑвак кӗпеллӗ закройщик арӑмӗ ларнине аса илсе, хӗпӗртесе пурӑнтӑм. — Юрӗ, Айртон, — терӗ вара Глснарван. — Эсир хӑвӑрӑн сӑмахӑра тытрӑр, эпӗ те хам сӑмаха тытӑп. Анчах Ромашов мана итлемерӗ. — Ҫак чекистпа ӑҫта тӗл пулнӑ эсир? — Палласа илме пултарни — аван, анчах пӗлни — тата лайӑхрах. Ромашов чунне ҫав тери хаяррӑн та ҫав тери ӑнсӑрттӑн ҫавӑрса илнӗ ухмахла хум — вӑл пурӗпӗрех пулмаллаччӗ, унсӑрӑн иртместчех — сасартӑк ӳкрӗ, ирӗлсе ҫухалчӗ, аяккалла сирпӗнсе кайрӗ. — Алло, алло! Хӑйӗн пӗтӗм ӗмӗрӗ тӑршшинче те ҫамрӑк креолка хӗрарӑм чурине япала вырӑнне кӑна шутлама хӑнӑхнӑ, хӑй пӳлӗмӗнчи сӗтел-пукансенчен, дивансенчен тата ытти япаласенчен шухӑш таврашне пытарман пек, унтан та хӑйӗн шухӑшӗсене пытарман. — Урӑхла каласан, эпӗ шутсӑр темле сысна, калама та ҫук! Мӑйӑр, варени мӗн чухлӗ пулнӑ тата. Вӗсем сапаланса чупма пуҫларӗҫ, тымарсем ҫине такӑна-такӑна, вӑрманти виноград хушшинче ҫаклана-ҫаклана ларчӗҫ. Кӑмӑллӑ пулас тенипе Мойсей Мойсеич тӗлӗннӗ пек турӗ те пуҫне тарӑн шухӑшлӑн пӑркаласа илчӗ: — О, питӗ лайӑх вара ку! — сӑмавара пӳрнипе юнаса илчӗ ҫавӑнтах. Вырӑнти гарнизона утлӑ ҫар ҫӗмӗрсе тӑкрӗ. — Судья тата господа присяжнӑйсем! — тет Джеральд, хӑй сӑмахне Техасра йышӑннӑ пек пуҫласа ярса. Ӑна эсир ак — эсир пурне те пултаратӑр… Хуҫисем тӗлӗннӗ; ӑҫта, мӗншӗн аташса кайнине тата ҫул ҫинче тӗл пулнӑ ӳсӗрсем камсем пулнине каласа кӑтартнӑ, епле каймаллине вӗрентнӗ. Авалхи Вавилон илемлӗхӗ те, Грецин тӗлӗнмелле искусстви те ҫав тӗслӗхсене ҫитме пултарайман. Ҫук, эсир ан ҫаврӑнкалӑр, тӳп-тӳррӗн пӑхӑр та таса кӑмалтан хуравлӑр. Эпӗ юлташӑма хампа пӗрле пӗрер стакан чей ӗҫме чӗнтӗм, манӑн чугун чейник — Кавказра ҫӳренӗ чухнехи пӗртен пӗр савӑнӑҫ — шӑпах хампа пӗрлеччӗ. Тепӗр тесен, мӗнле илмесӗр тӑрӑн-ха: вӑл хӑйӗн шӑрт пек куҫхаршийӗсене антарса пӗрре витӗртерех пӑхса илсен, кирек камӑн та сехри хӑпмалла, ҫӑва патне кӗрех кайтӑр, тарса ҫеҫ ӗлкӗресчӗ ӑҫта та пулин; илсен те ыррине ан кӗт — тепӗр каҫхинех, ҫӗрле, шурлӑхран тухнӑ пӗр-пӗр мӑйракалли хӑнана килсе ҫитет те пуҫлать мӑйран пӑвма, мӑйра тенкӗ-мӗн пулсан, пӳрнере ҫӗрӗ пулсан, пӳрнене ҫыртма тытӑнать, ҫивӗте хӑю янӑ пулсан — ҫивӗтрен туртать. Юлашкинчен, пирӗн карап кайнине курса, вӗсенчен пӗри — камне пӗлместӗп, тискеррӗн кӑшкӑрса ура ҫине сиксе тӑчӗ, мушкет ярса тытса, персе ячӗ. — Ҫывӑхри хулана ҫитсенех эсир Дубровский ҫаратрӗ, тесе пӗлтерӗр. Павелпа Анна центрти урамсенчен хӑвӑрт тухрӗҫ. Пушӑ пасар тӗлӗнче вӗсене патруль тытса чарчӗ. Документсем тӗрӗслерӗҫ те ирттерсе ячӗҫ. Вӑл чӳрече патӗнче шаккаса тӑрать, «Христа ради» юрлать, ҫав юррипе пире Христос ҫинчен, Христосӑн тӑвана тавӑн пулӑшмалли ҫинчен калакан сӑмахӗ пирки астутарать… — Сан пиччӳ депори ячейка секретарӗ-и? Акӑ кунта савӑчӗ те. — Иван Иваныч! — тесе чӗннӗ хуҫи. Вӑл телейлӗ пулма тивӗҫ, анчах ҫав телее эпӗ ӑна параймӑп, ҫавӑнпа та, унӑн кӑмӑлне усӑсӑр хуҫас мар тесе, эпӗ ун патне ҫырма та пӑрахрӑм. Наука тӗлӗшпе те унӑн ҫавнашкалах пулса пырать; сахал вӗренсех, ҫырса пымасӑрах, вӑл математикӑна питӗ чаплӑ пӗлет, профессора такӑнтаратӑп тенипе пӗртте мухтанмасть, ӑна хӑй итлекен лекцисенче пули-пулми япаласем нумай пек туйӑнать, анчах. Инсаров ун ҫине пӑхрӗ, йӑл кулса илчӗ те картузне ҫавӑркалама пуҫларӗ. Эсир ҫавна хирӗҫ мӗн калатӑр, мисс Пойндекстер? Умӗнче унӑн чи ҫывӑх юлташӗсем — ӑна хисепленҫи пулса тӑраҫҫӗ. Гарриспа Негорӑсӑр пуҫне, кам ҫавӑн пек хушма пултарать? Ӗҫе чӑрмантаракансене пурне те кӑларса сирпӗтетпӗр! Виҫӗ нигилистка пӑхса усракан урнӑ качака. Корольпе герцог тупӑш тӑвасшӑн: ку тӑлӑхсене те, хулине те йӑлт ҫаратса пӗтермесӗр вӗсем кунтан каяс ҫук, ҫавӑнпа эпӗ майлӑ вӑхӑт тупӑп-ха. Унтан вӑл мӗнле сывланине итлерӗ, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, темиҫе минут хушши ним хускалмасӑр, салхуллӑн ларчӗ те тӗлӗрсе кайрӗ. Эпир кӗнӗ чух Дубковпа Володя картла выляса ларатчӗҫ. Эпӗ палламан темӗнле господин (вӑл лайӑхах мар тумланни тӑрӑх шутласан, пысӑк ҫынах мар пулма кирлӗ) сӗтел ҫывӑхӗнче ларать, епле вылянине питӗ тимлӗ пӑхать. — Кам та пулин пулӑшасса кӗтместӗн-и эс? Алвиш тата эпӗ пурне те хамӑра парӑнтарнӑ Казондере-и? Ҫул ҫинче ӗне тислӗкӗ купи выртатчӗ те, эпӗ ҫавӑн урлӑ сиксе хам ҫивӗччине кӑтартма шут тытрӑм. Ҫакна тума пултарнине туятӑп эпӗ. Ҫапла пӑхнине пула хӗрарӑм, шӑмшакӗнчен те, ӑс-тӑн тӗлӗшӗнчен те вӑйлӑн аталанса, тулашӗнчен пӑхӑнса тӑнӑ пек курӑнать пулин те, хӗвелтухӑҫри ытти вырӑнсенчи пекех, хӗвеланӑҫ ҫӗршывӗсенчипе танлаштарсан, ҫурт-йӗрте, килйышра чылай пысӑкрах, чылай хисеплӗрех вырӑн йышӑнать. Кучерсем, хӑйсен йывӑр аттисемпе ҫӑмӑлтараххӑн утма тӑрӑшса, арчасене, ещӗксене тата ытти тӗрлӗ япаласене иле-иле кӗме тытӑнчӗҫ. — Листокӗ пур-и? — ыйтрӗ вӑл. — Миҫе илтӗр эсир? Вара вӑл вулкан пырне те сӳннӗ таран анса курнӑ. Леноре фрау ура ҫине тӑчӗ. Дойчин старик хӑйӗн ҫӗтӗлнӗ хутаҫҫинчен ҫӑкӑр чӗлли кӑларчӗ, пуҫлӑ сухан тытрӗ те Бойчона пачӗ. Вӑл кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, унтан аллисемпе питне сӑтӑрса илчӗ те калама пуҫларӗ: — Калас пулсан, чи малтан мӗн пулнинченех калама тытӑнмалла: эпӗ мӗншӗн тата мӗнле авланнине, авланиччен мӗнле ҫын пулнине каласа памалла. Ӗҫ Ҫӑрттан мучишӗн пӗр кӗтмен ҫӗртенех пӑсӑлса кайрӗ, ҫавӑнпа та вӑл кухньӑра кӑштах алӑк патнерех чакма шутларӗ, вара, ҫӑмӑллӑн чакса пырса, кӑмӑллӑн: — Ну, ҫитӗ, ҫитӗ сана, карчӑк! — терӗ. Пӑсӑлнӑ ача вӑл. Нумай вӑхӑт иртмерӗ, шыв ӑшӑкланса пыни ҫинчен вӑл хӑйӗн тусӗсене пӗлтерчӗ. Ку вӑл — путакан карап ҫинчи евӗрлехчӗ: пӗр вӗҫсӗр хӑрушлӑх, ҫав хӑрушлӑхран хӑтӑлни; ҫӗнӗрен хупласа килекен хӑрушлӑх — каллех мӗнпур вӑя хурса унран хӑтӑлни. — Сана, пиҫмен пашалӑва… ун пек кӑна мар кирлӗччӗ-ха… — терӗ отставкӑри корнет, сӑмахӗсене ылмаштарса. Нумай та хавассӑн сӑмахласа, яланах кама та пулин тиркетчӗҫ, ӳкӗнетчӗҫ, мухтанатчӗҫ, тата пустуйшӑнах ҫиленсе вӑрҫӑ кӑларса ярса, пӗрне-пӗри хыттӑнах кӳрентеретчӗҫ. Вӗсем ҫынна юратмаҫҫӗ, — вӗсем хӑратаҫҫӗ; вӗсем тигр куҫӗсем пек тискер. Вутра мар, сиксе вӗрекен пылчӑкра пӗҫерӗҫ сире. Вара Тихон, пӗр сиккеленмесӗр, хуҫана пуҫӗ ҫинчи ывӑҫ тупанӗ пысӑкӑш кукшине кӑтартса, ассӑн сывласа илчӗ: — Шуйттан Каина ӗҫе вӗрентнӗ… Хӗрӗх иккӗмӗш палатӑна вӑл чӑн малтан ҫав тополь туратти ҫинченех пӑхрӗ, — турат ҫинчи ҫулҫӑсем халӗ хытса, йӑлтӑртатакан пулса ҫитрӗҫ. Анчах та эпӗ юриех чи йывӑр ӗҫе илетӗп. — Мӗн кирлӗ сана? — сасӑ пачӗ Огнянов. — Ҫапла, атте. Ҫапла каланӑ хыҫҫӑн вӑл ӳсӗрсе илчӗ, йӗри-тавралла куҫайӗн пӑхрӗ, ку ӗнтӗ вӑл пӗр-пӗр ҫав тери кирлӗ япала ҫинчен калама хатӗрленнине пӗлтерчӗ. Ашшӗ вилнӗ хыҫҫӑн, ҫемьери савӑнӑҫсӑр пурнӑҫ аслӑ ывӑлӗ авланнипе тата ытларах начарланнӑ. Сӑмах майӗн каласан, Глэдис пурӑннӑ чухне, упӑшкин икӗ аслӑ ывӑлӗ те ӑна усал чӗлхеллӗ Джулирен хӳтӗлесе тӑнӑ, ҫакна вӗсем, хӑйсем шутланӑ тӑрӑх, Артур умӗнче тивӗҫлӗ пулнипе тунӑ. Ҫак сӑмахсене илтсен, сквайр ун еннелле ҫурӑмӗпе ҫавӑрӑнса тӑчӗ те, янахне ҫӳлелле ҫӗклесе, палуба тӑрӑх утма пикенчӗ. Мӗн чухлӗ майрасем тата унта! Хурисемпе саррисем, ҫӳллисемпе лутрисем, Иван Никифорович пек мӑнтӑррисемпе ҫав тери ырханнисем, ырханнисем вара кашниех городничийӗн шпага йӗннине вырнаҫма юрӑхлӑ. — Эсир те пӗччен уҫӑлса ҫӳрессине юратарах паратӑр пулмалла, мистер Джеральд. Ачан ытарайми илемӗ ҫине, унӑн пӗчӗк аллисемпе урисем, мӗнпур кӗлетки ҫине пӑхса, вӗсем сахалрах савӑнаҫҫӗ, сахалрах киленеҫҫӗ, ача чирлессинчен е вилессинчен хӑраса вара нумайрах асапланаҫҫӗ (чирлесен е вилсен — пушшех те нумай ӗнтӗ). — Эсӗ Перссине кайма хатӗрленни тӗрӗс вӑл, унта хӑть нимне те ӑнланас ҫук — ют чӗлхе! Сайра хутра анчах аякри шевле ҫути шыв ҫинче, хура тӗкӗр ҫинчи пек, ялтӑраса илет те леш енчи чӑнкӑ ҫыран хӗрри курӑнса каять. «Акӑ кӑна ӗнтӗ калама пултараймастӑр эсир, юратнӑ ырӑ тусӑм, эпӗ сире кӳрентересшӗн тӑрӑшатӑп тетӗр. Ҫак проектӑн авторӗ ҫапла туни сывлӑхшӑн усӑллӑ пулать тата вӑл вӑхӑта перекетлеме май парать тесе ӑнлантарать. Вӑл каланӑ тӑрӑх, кашни сӑмаха калани ӳпкепе пыра ывӑнтарать, ҫакӑ вара пирӗн пурнӑҫа кӗскетет. Анчах та эпӗ каллех килтӗм, Марья Васильевна вилнӗ пирки хам пӗр пӗрчӗ те айӑплӑ мар иккенне тӗпӗ-йӗрӗпе кӑтартса ҫитеричченех килме пӑрахмӑп. Арӑмӗпе ывӑл ачине аса илсен, Разметнов хурланса кайрӗ. «Сире эпӗ, тӑванӑмсем, чӗрӗ чухне сайра хутра курнӑ, халӗ те сайра хутра ҫӳретӗп сирӗн пата…» — шухӑшларӗ вӑл. Эстрада ҫинчи мӑшӑр авкаланма пӑрахрӗ. Урай ҫумне пуҫӗпе тата чавсипе тӑтӑшах ҫапӑнчӗ пулин те, ҫак ухмахла кӗрешӳре вӑл ӗнтӗ нимӗнле ыратӑва та туймарӗ. Темӗнле сивлек сӑнлӑ мужик, пысӑк кӑвак сухаллӑскер, унччен шарламасӑр тӑнӑскер, сасартӑк ҫӑварне уҫнӑ та, Фома патнерех пырса, васкамасӑр-тумасӑр:— Эпир ҫак Атӑла ӗҫсе типӗтсен те, ун хыҫҫӑн ҫав сӑрта ҫыртса ҫисен те — пурпӗрех манӑҫать, ваше степенство, — тесе хунӑ. Пурте ывӑнса ҫитнине пула ҫак ытлашши нумай тӑсӑлса кайнӑ ҫул минутсерен чиккине ҫитсе чарӑнмалла. — Ӑҫта вӑл? Ҫак хӗрарӑм ҫӑмӑллӑн ҫеҫ калаҫассине кӗтсе тӑнӑ акӑлчан, Джемма ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ те ӑнсӑртлӑха лекнипе хӑраса ӳкрӗ пулас. Анчах, ку хӗрарӑмпа калаҫма ун ҫине пӑхса ларнинчен кӑмӑллӑрах пулнине туйса, вӑл лӑпланчӗ те, хӑй умӗнче Меттерних ларнӑ пекех, Итали укҫи-тенки ӗҫӗсем ҫинчен тӗплӗн каласа пама пуҫларӗ. Хамӑра йытӑсем пек вӗлерсе пӗтересрен аран ҫӑлӑнса юлтӑмӑр-ҫке, хуларан чул ванчӑкӗ те хӑвармастчӗҫ! Пӗччен юлсан вӑл ҫавӑнтах, хӑй сисмесӗрех, курман куҫӗсемпе таҫта, иртсе кайнӑ вӑхӑта тинкернӗ, чунне килӗшекен Лушкӑн кирек хӑҫан та типӗ, тӑп-тӑп тутисен шӑршине, унӑн ялан улшӑнса тӑракан вут пек куҫӗсене аса илнӗ. Мӗншӗнне хӑй те пӗлмесӗр, тен, пӗччен юлас тесе пулӗ, вӑл тусем ҫинелле утрӗ. Мӗн калатӑн-ха апла? Эпир мӗн курни хаяр, эпир курманни лайӑх. Унӑн чӗрӗ те шухӑшлӑ сӑн-пичӗ тӳрех куҫа курӑнать. Жоржетта тин ҫеҫ утма вӗренет-ха, ҫавӑнпа та вӑл чупнинчен ытларах пере-пере анать; ҫавӑнпа та ӗнтӗ тӑватӑ уран шуса пиччӗшӗсене хӑвалама тытӑнчӗ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ ниҫтах та каймарӑм. — Гм! — терӗ те аслӑ кассир чӳрече патне пычӗ. Сӳнтерӗр ҫуртасене, — сасартӑк хӑйне манер кӑшкӑрса ячӗ Дерпт студенчӗ; унашкал хытӑ кӑшкӑрни эпир пурте харӑс кӑшкӑрсан та илтӗнмелле. Эпир пурте пӗр сӑмах шарламасӑр чара ҫине, Дерпт студенчӗн шурӑ кӗпи ҫине пӑхса тӑтӑмӑр, хамӑр пурте хаваслӑ самант ҫитнине туйрӑмӑр. Кӑштах кулӑшла тухнӑ пек туйӑнчӗ пуль-ха ку, анчах «Лебединпа» тӗл пулни ман чӗрене калама ҫук хаваслантарчӗ. Пуртӑпа пӗрре сулса ярӗ те, пуҫа арбуз пек ҫурмаран шартлаттарса ҫурӗ пӑрахӗ!» Портьера сирӗлчӗ. Унтан вара, хулпуҫҫисене усӑнтарса халь-халь сикме хатӗрленнӗ чухнехи евӗр, Женя кӗрсе тӑчӗ. Пиратсем вилес пек хӑраса ӳкрӗҫ. Анчах та большевиксем дворецсене сутмаҫҫӗ. — Кичем мана, савнӑ Павел Павлыч, — салхун тавӑрчӗ Ромашов. Анчах Англи тытӑмне Европӑран мӗскер-мӗскер кӗрет? Мӗн тумалла ӗнтӗ вӗсемпе?.. Пур енчен те ҫакӑ сисӗнсе тӑрать: районрисем йӑлтах аптраса ӳкнӗ иккен, унти пуҫлӑхсенчен нихӑшӗ те колхозсене тухса курӑнмаҫҫӗ, колхозран тухнисен пурлӑхӗпе мӗн тумалла? тесе ҫырса ярсан, парти райкомӗ те, Райполеводсоюз та нимӗнле ответ та памаҫҫӗ. — Ну, кала ӗнтӗ, мӗн тери тулӑксӑр компаньон ҫакланчӗ, — ахлатма тытӑнчӗ карчӑк. Жандармсем ҫав хушӑра хӑйсен тӗлне килнӗ пупсене пӗтӗмпех тыта-тыта чарчӗҫ, вӗсем кӑвак куҫлӑхлисене кӑна мар, куҫлӑхлисене пурне те тытрӗҫ — ик арҫынна вӗсем Бойчо ятлӑ пулнӑшӑнах тытрӗҫ те, ҫак пӗтӗм ушкӑна пӗр пӳлӗме хупса хучӗҫ. Акӑ мӗншӗн арӑмпа тата хӑшпӗр палланӑ ҫынсемпе канашланса пӑхнӑ хыҫҫӑн, эпӗ каллех моряк пулма шут тытрӑм. Вӑл хӑй ытлашши ҫинине ӑнланчӗ, анчах ниепле те хайне чарма пултараймарӗ, каллех ҫырла ҫиме пуҫларӗ. Вӗсем нӑтӑртатакан юр ҫийӗпе юнашар утса пычӗҫ. Тӑшман Дунай леш енчен минометсемпе тупӑсенчен вӑйлӑн персе тӑрать пулин те, аманнисене медсанбата тата медицина пулӑшӑвӗ паракан полкри пункта пысӑках мар ушкӑнсемпе илсе пырсах тӑраҫҫӗ. Лавкка хуҫи, художник ӑҫта чакаланма пуҫланине курса, ун умӗнче чупса ҫӳреме пӑрахрӗ, яланхи пекех алӑк патне вырнаҫса тӑчӗ те, хӑрах аллипе лавкки ӑшне кӑтартса, иртсе ҫӳрекенсене кӑшкӑрса чӗнме пуҫларӗ… — Кунта килӗр, батюшка; акӑ лайӑх картинӑсем! кӗрӗр, кӗрӗр; биржӑран илсе килнӗ. Итле-ха, Джим, эпӗ санран ҫын тӑватӑп! — Туркестанра йӗкехӳресем ҫук, — терӗ шухӑша кайса Петька, — унта — ҫӗр кайӑкӗсем, ҫеҫенхирте — йӗкехӳресем пурӑнаҫҫӗ. Манӑн урасем вӑрӑмрах, — хушса хучӗ Базаров кулкаласа. Кхм… Вӑл… — Эсир вӑл ушкӑна пӗлетӗр-и? Чим-ха, астӑватӑп! — Мирлӗ те туслӑ пурӑнас пулать. Лайӑх гербсем питӗ нумай, анчах вӗсенчен хӑшне суйласа илмелле-ши тет; юлашкинчен вӑл пӗри пит юрӑхлӑ пек, ҫавна илӗпӗр терӗ. Ӑнланас пулать! Унӑн сасси пӳлӗнчӗ. Айртон вӑкӑр тӑллине, Мюльреди лашанне вӗҫертрӗ, вара пурте ҫыран тӑрӑхӗпе лагере уттарчӗҫ. Сӑрт тайлӑмӗсенче пӗринчен-пӗри ҫӳлерех пӗрхӗнсе тухнипе вӗсем тем пысӑкӑш амфитеатр пекех туйӑнаҫҫӗ. — Суятӑн! — лӑпкӑн хирӗҫленӗ Саша. Ҫурҫӗрелле кайсан, ӑна ан та ӗмӗтлен вара. Говэн пӗр сыпкӑм кӑна ҫӑтрӗ, Симурден чылаях ӗҫрӗ. — Половцев, шухӑша кайнӑн, куҫӗсене хӗсӗнтерчӗ, питне пӗркелентерсе, пӳрнисене вылятса илчӗ, — тӗтӗм тӗслӗ, ула шурӑччӗ. Гусев кактус тӗмӗсен хӳттипе чупать, акӑ харӑсах карапа та, унпа юнашар аппаратӑн тутӑхпа витӗннӗ капмар курупкине те курать. Пӗтӗм тӗнче туртӑмӗн пӗр законне пур япаласем те пӑхӑнмаҫҫӗ тесе шухӑшлатӑр-и? Чиркӳ кӗнекисемпе светуйсем ҫинчен ҫырнисене вӑл юратмастчӗ… — Ну, вӑл пупсем валли, пуп ывӑлӗсем валли… Акӑ Полли мӑнаккӑшӗ те килсе ҫитрӗ. Сидпа Мэри ун ҫумне пырса ларчӗҫ. Том тулалла, куҫа илӗртекен ҫуллахи ырӑ япаласем ҫинелле пӑхса ан лартӑр тесе, ӑна чӳречерен аяккарах, чиркӳн аяк енчи пӳлмекӗ патнелле лартрӗҫ. Халӑх хуллен-хулленех аяк енчи вырӑнсене те йышӑнса илчӗ. Ӗлӗкхи вӑхӑтсенче эпӗ Леванта ҫӳрекен вӑл ертсе пыракан карап ҫинче хирург пулса ӗҫленӗччӗ. — Ҫапла, эпӗ ячейка секретарӗ Нагульнов. — Ку-и? Висбаден критикӗ. Чуллӑ ҫыран айӗнче, шыв патнелле ҫитеспе, такам юри чавса тунӑ пек, тӑрӑхла шӑтӑксем пур. Пӳрт патне кӗмсӗртетсе чарӑннӑ пролетка сассине илтсе, Игнат урамалла ҫаврӑнса пӑхнӑ, унтан ывӑлне курса, хаваслӑн:— А-а! Вӑл халех паштетсем, соуссем хатӗрлеме хушасси ҫинчен шухӑшлама пуҫларӗ, офицер господасем ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхкаларӗ; лешсем хӑйсем те ӑна ытларах хисеплеме пуҫларӗҫ, кӑна вӑл вӗсен куҫӗсенчен тата пуҫ тайнӑ евӗр хуҫкаланкаласа илнинчен туйса тӑчӗ. Аким бюрора Дубава ҫинчен ыйту лартма килӗшмерӗ. — Шӑпланӑр! — илтӗнчӗ тӗттӗмре Тимур сасси. Хӑй унчченех туйса, тавҫӑрса илнӗ япала ҫинчен каласа панине илтме хӗре питӗ кӑмӑллӑ пулӗччӗ, анчах хӑй тивӗҫлӗхӗ тӑрӑх ӑна хӑҫан та пулин качча илме пултараясса шанса тӑма ҫук ҫын ун ҫинчен каланине илтме аван мар пек. Пӗлместӗр? — Ҫаплах шутлатӑп, — тесе ответлет айӑпланакан. Такамӑн сасси вӑрӑммӑн кӑшкӑрма пуҫларӗ: — Асӑрханӑр, аяккарах кайсамӑр, выртӑр! Халь вӑл ҫул ҫинче. — Ҫук, эпӗ тата чӗрӗк сехет ларма пултаратӑп. Мӗн, эсӗ халӑх ним те курмасть, тесе шутлатӑн-и элле? Пилӗк кун иртсен вӗсем каялла таврӑннӑ. Куҫ-пуҫӗ вӗсен чарӑлса кайнӑ. Вӑл хӗрелсе карӗ, хӑй ҫапах мӑшкӑласарах ыйтрӗ: — Вӑт тата! Хыткукар пурнӑҫ мӗн пӳрсе панипе ҫырлахмалли ҫеҫ юлчӗ: кӑна та пулин вӑл пурне те пӳрсе паман… — Вӑл килчӗ-им-ха? — ыйтрӑм эпӗ, вара арӑма каллех курайми пулса кайрӑм. — Мӗскер? — тенӗ ашшӗ, ывӑлӗн ҫӳллӗ, ҫинҫе кӗлетки ҫинелле хурӑн ҫине каҫ сӗмлӗхӗ ӳкнӗ пек хӑмсарса пырса. Вӑл текех чӑтса тӑраймарӗ, Грант капитанӑн аллине ярса илчӗ те:— Каласа парсамӑр, капитан, мӗскер ҫырнӑ эсир ҫав тӗлӗнмелле хутсем ҫинче! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. Анчах ку вӑл нимех те мар-ха… Типсе ларма патне ҫитнӗ ҫырмаран шыв йӑтса ӑна сӳнтерме тытӑнса пӑхасси ҫинчен шухӑшлани кулӑшла пулнӑ пулӗччӗ: ку вулкана пӗр стакан шывпа сӳнтерме хӑтланнипе пӗрех. Тарҫӑ кӗчӗ те казённӑй палата председателӗ — нӳрӗ куҫлӑ, пӗркеленчӗк туталлӑ, ҫутҫанталӑка ҫав тери юратакан, пуринчен ытла ӑна ҫуллахи кунра, хӑй каланӑ пек: «кашни пыл хурчӗ кашни чечек ҫинченех пыл илнӗ чухне…» килӗштерекен старик килни ҫинчен пӗлтерчӗ. Вӑл, ыйхӑсӑр ирттернӗ каҫсене пула, тармакланнӑ сӑн-питлӗ пысӑк этем, вараланса пӗтнӗскер, ҫӳҫне-пуҫне тӑрмаласа янӑскер, урмӑшнӑ куҫӗсене чалтӑртаттарса, хӑйӑлтӑк сасӑпа мӗкӗрсе, хула тӑрӑх пӗр вертепран тепӗр вертепа ыткӑнса ҫӳренӗ, шутламасӑр укҫа салатнӑ, салхуллӑ юрӑсен кӗввипе макӑрнӑ, ташланӑ, кама та пулсан тытса хӗненӗ, анчах ниҫта та, нимӗнпе те хӑйне валли канӑҫ тупайман. — Ку мӗн вара? — ыйтрӗ тахӑшӗ ун хулпуҫҫийӗ хыҫӗнчен. Вӗсем — тюленьсем. Ӑслӑ каларӗ кошевой, казак ҫарӗн пуҫлӑхӗ, уншӑн тӑрӑшма, ҫарӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене сыхлама лартнӑ ҫын унтан ӑслӑ нимӗн те калама пултараймӗ. Катя час-часах салтаксен темле ҫурма-тискер юррине юрланӑ; Ҫапӑҫнӑҫемӗн вӗсем тӑшмана аяккарах та аяккарах илсе кайнӑ. Ку вӑл ӑсан ами, хӑйӗн чӗпписене ҫӑлас тесе, аманнӑ пек вӗҫсе, сунарҫӑсене хӑй чӗпписенчен аяккалла илӗртсе кайнӑ евӗрлех пулнӑ. — Ӗҫкӗ тӑвас пулать, — хистерӗ Алексей, — халӑха савӑнтарас, хавхалантарас пулать! Том пӑрахут ҫине пӗрре те пӑхмарӗ, хӑй ӗҫнех турӗ. Ку мӗскер? Ҫакна калатӑр вӗт эсир? Том! Эпӗ халь ыттисене мар, Лукашкӑна мар телей сунатӑп. Ҫынсем пӗр-пӗрин карланкине касса татма хатӗр тӑнӑ чух пӗрле табак туртмаҫҫӗ. Тен, ман хама вӗлерттерес килет пулӗ… — Митман каллех сиксе тӑчӗ, сӗтел умӗнче кускаласа илчӗ. «Мӗнле ӑнлантарса парас-ха?» шухӑшларӗ Ковалев, унтан сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те: — Ҫапла ҫав, эпӗ… тӳррипе каласан, эпӗ майор, хӑвӑрах чухласа илӗр. Килӗшӳ ҫапла: уйӑхне сакӑр тенкӗ, ӗҫленӗ кунсенче апат, тавлӑк ӗҫлет, тавлӑк килте, анчах вӑрласси ан пултӑр. Эпӗ вӗсене хам Англи ҫынни пулни ҫинчен, Англирен пилӗк ҫул каярах вӗсен ҫӗршывӗпе ман ҫӗршывӑм килӗштерсе пурӑннӑ вӑхӑтра тухса кайни ҫинчен каласа патӑм. Староста — Грицко хӗстеркеленӗскер — ҫиллипе вӗсем патне хваттере кашни кун тенӗ пек темӗнле ҫынсем иле-иле пырса тӑратнӑ. Ӗнтӗ вӑхӑт ҫитиччен чӑтар-ха пӗрех хут, унтан кайран ӗҫӗ тупӑнӗ… Эсир, Нина Владимировна, мухтанма та пултаратӑр. Анчах вӗсем шухӑшлама тытӑнас та пӗр самантлӑха хӑйсен сӑнӗсене сӑнама пӑрахас пулсан, вӗсенчи мӗнпур ҫамрӑклӑхпа телейлӗх часах ҫухалнӑ, ун вырӑнне ыратнине пӗлтерекен сӑн ҫапнӑ. Вӑл пӗр саманта тухать те, кондитерскине каялла кӗрсен — старике те, хӗре те тупаймасть; хӗре шырама пуҫлать, вӗсен тин ҫеҫ хӑварнӑ йӗрӗсене курать, вӗсем хыҫҫӑн хӑваласа чупать — анчах нимӗнле те, ниҫта та, нихҫан та вӗсене хӑваласа ҫитме пултараймасть. Ҫапах та, темӗн тӗрлӗ сасӑсем кӗрлесе тӑнӑ хушӑрах пӗр самантлӑха та пулин шӑплӑх килсе каять, ҫил, вӑй пуҫтарса илнӗ пек, пӑртаклӑха шавлама чарӑнать, вара шыв кӑна, пӗр чарӑнмасӑр харкашса, хӑрнӑ камед йывӑҫҫисен хыҫӗнче темӗн ҫӳллӗш хумӗсене ҫӗклесе ывӑтать. Тилӗсем! Чӑн та, аякра та мар онбаши пыни курӑнса кайрӗ, вӑл пӑшалне ҫакнӑ, ягдташӗ ҫурӑмӗ ҫинче. Лешӗ турткаланса, иккӗленсе тӑрать, ҫапах та командӑлать: «Вырт!» — Эй эс, Николай Антоныч! — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл. Унтан мана айккинелле илсе кайрӗ. Час-часах эпӗ, ҫак азбука пулӑшнипе, пӗр-икӗ саспаллие тупнипех ыттисем шӑкӑртах хӑйсен вырӑнне кӗрсе ларатчӗҫ. Эпӗ те авланнӑ ҫын. Ачи, хӑраса ӳкнӗскер, ҫарамас та ӑшӑскер, унӑн аллинче макӑрса тапкаланчӗ. Эпӗ Гаера мӗншӗн ҫав тери курайманни ҫинчен Катьӑн манран ыйтса пӗлес кӑмӑлӗ пурччӗ. Карап хуҫисем хушнӑ тӑрӑх эпӗ Барбадоспа Антильски утравӗсем патӗнче чарӑнса тӑтӑм, вӗсенче матрос пулса ӗҫлеме темиҫе ҫын тара тытрӑм. Анчах ҫакӑн пирки манӑн часах кӳренмелле пулчӗ. Матрос пулса ӗҫлеме тара тытнӑ ҫынсенчен нумайӑшӗсем тинӗс ҫинче ҫаратса ҫӳрекен вӑрӑ-хурахсем пулнӑ. Ҫакна эпӗ каярахпа хамах курса пӗлтӗм. Ман карап ҫинче пурӗ аллӑ ҫынччӗ. Эпӗ хӳшше упаленсе кӗтӗм, анчах унта корольпе герцог урисене чарса сарӑлса выртнӑ та мана валли пачах вырӑн ҫук, вара эпӗ хӳшӗ умне тухса выртрӑм — ҫумӑр ҫунине те пӑхмарӑм, мӗншӗн тесен ҫанталӑкӗ ӑшӑ, хумсем те лӑплана пуҫларӗҫ. Юлашки сӑмахсене илтрӗ те вӑл, тачанка патне пырса, аллине купӑс ҫине хучӗ. — Мӗн-мӗн пулса иртнине эпӗ хам куҫпах куртӑм, — тенӗ вӑл. — Полицейски йӑнӑш турӗ: никам та кӳрентермен ӑна. Капла вара аскӑнлӑха пӗтерес тесе мар, аскӑнлӑха ӳстерес тесе, аскӑнланнӑ чух чир ан ертӗр тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Эсӗ хӑвӑнтан пуҫне урӑх чипер ҫын та ҫук тесе шутлатӑн. Унта совет влаҫӗ пулса тӑрӗ, анчах акӑлчан коммунисчӗсенчен нумайӑшӗ чӑн-чӑн класс тӑшманӗ мӗн иккенне пӗлеймӗҫ, ҫавна пула, хӑнӑхман пирки, вӗсем ӑна кирлӗ пек тыткалама та пултараймӗҫ. Унӑн куҫӗ умне хреснашшӗн сӑн-пичӗ тухса тӑнӑ, старик пичӗн пӗркеленчӗкӗсем, чун ҫӗкленӗвӗпе чӗтренсе, симӗс куҫсен савӑнӑҫлӑ йӑлтӑрккипе ҫуталнӑ. Марья Кириловнӑпа та вӑл темиҫе хутчен ташларӗ — хӗрсем ӑна сиссе, тӑрӑхласа та илчӗҫ. Илсе кайӑр ӑна, — терӗ доктор, куҫ шуррисене кӑларсах хӑрӑлтатма тытӑннӑ салтак патӗнчен пӑрӑнса… — Итлӗр. 1836 ҫулта Порт-Филипп колонинче пурӑнакансем икҫӗр хӗрӗх тӑватӑ ҫын пулнӑ. Дымокӑн ашшӗне германи вӑрҫинче вӗлернӗ, амӑшӗ тифпа вилнӗ; пӗчӗк Дымок, вара инкӗшӗ патӗнче пурӑнса ӳснӗ. Кайтӑрах ара! Эпир гагарӑсем хыҫҫӑн ҫӳренӗ ҫак паттӑр сунарҫа пӗтӗм чӗреренех юратса хӑнӑхрӑмӑр; вилӗмрен те темиҫе хутчен ҫӑлса хӑварнӑ ҫынсем ӑна яланах юратса асӑнӗҫ, паллах, эпӗ хам та ӑна тепӗр хут курмасӑр вилеп тесе ӗмӗтленетӗп. Сарӑ, кӑтра йӗкӗт, ярханахне янӑскер, пӗрӗн-кайӑн Фома умӗнчен, — е хулпуҫҫи ҫинче хӑма ҫӗклесе, е аллине пуртӑ тытса, — чупа-чупа иртнӗ; вӑл, выляса кайнӑ качака таки пек, сиккеле-сиккеле илнӗ, хӑй тавра янӑравлӑ кулӑ, шӳтле сӑмах, пӑрӑҫлӑ ятлаҫу сапаласа, ырми-канми ӗҫленӗ, турпаспа, йывӑҫпа тулнӑ палуба тӑрӑх хыттӑн та ҫӑмӑллӑн чупса ҫӳресе, е пӗрне, е тепӗрне ҫите-ҫите пулӑшнӑ. Сирӗн валли ӗҫ пулать. Малти пӳлӗмӗн алӑк уҫӑлчӗ. — Пурте пулма пултарать. Ниҫта нимӗнле йывӑҫ та тӗл пулмарӗ: умра ҫав-ҫавах ирӗк, чаплӑ, вӗҫӗмсӗр ҫеҫенхир тӑсӑлса выртать. Ҫав вӑхӑтра вӗсем ушкӑнӗпех Миловидово текен беседка патне ҫитрӗҫ те Царицыно кӳллисем ҫине пӑхса киленме чарӑнса тӑчӗҫ. Халӗ, чӑнах та, вӗсем кӑна мар, ытти пассажирсем те пурте харпӑр хӑй япалисем патӗнче лараҫҫӗ. Эмигрантсен ҫыхӑ тӗркисемпе трюм туллиех тулнӑ, ҫавна пула пӳлӗм пушшех те тирпейсӗр, тискеррӗн курӑнать. Атлантикӑпа Аслӑ океан хушшине тем пысӑкӑш Америка материкӗ пӳлсе тӑрать. Вӑл материк Ҫурҫӗрти пӑрлӑ океанран пуҫласа Антарктикӑн сивӗ шывӗ патне ҫити тӑсӑлать. — А! Ҫакӑ вӑл эпӗ улӑп ҫынсем хушшинче нумайччен пурӑннӑран килет, тесе ӑнлантарса патӑм ӑна. Ку ӗнтӗ — истори. Аттен хулпуҫҫийӗнче йӗтре ларать, анчах вӑл шухӑшламасть ун ҫинчен, нимӗн те каламасть. Ӑнланса илӗҫ те, ӳкӗнӗҫ, анчах кая юлӗҫ. Старший сержант Петров вара хӑйне ертсе пыракан лётчикӑн хуп-хура, кӑмӑллӑн тӑрӑхларах кулакан куҫӗсене нихҫан та кураймасть эппин! Устинӑн пит шӑмми каллех кӗренленчӗ, ҫилленсе хӗснӗ кӑвак куҫӗнче ырӑ мар хӗлхем вӗлтлетсе илчӗ. — Мучи, сивӗ мана! — терӗ те вӑл хӑйӗн сассине хӑй те палласа илеймерӗ. Анчах малтан ҫак юрӑ сӑмахӗсем пирки вӑл пӗрре те шухӑша кайман, ҫарта чух вӑл сӑмахсем пуҫа кӗмесӗр иртнӗ. Эпӗ кӗл тӑватӑп, ылханатӑп, макӑратӑп, кулянатӑп… ҫук, эпӗ пӑшӑрханнине, тарӑхнине нимӗнпе те пӗлтерме ҫук! — Грант капитан ӑҫтине пӗлетӗр пулсан, — мана мар-тӑк, ун ҫинчен ҫак мӗскӗн ачасене хуть, сан ҫине йӑлӑнсах пӑхакан ачасене, каласа кӑтартӑр. Полк хӑвӑрт малалла пынӑ. Катя чӗнмест. Ҫак япала пӗр ҫекундра пулса иртрӗ, кайран смерч малалла вӗҫтерчӗ. Сардониксран калама ҫук пысӑк ӑсталӑхпа касса кӑларнӑ питӗ хаклӑ курка ярса панӑ ҫаплах Соломон патшана хитре Балкис. Ку пирӗн пуҫа акӑ мӗншӗн пырса кӗмен: мӗншӗн тесен эпир калаҫнӑ упи-супи сӑмахсем ӑслӑ тата кӑмӑллӑ пакӑлтату пулнӑ; ҫамрӑк чухне ӑса хаклатӑн-ха, ӑна ӗненетӗн. Лашасем пурте сывах. Унпа пӗрле Воропаев та чарӑнчӗ. — Анчах эсир ӑна мӗншӗн арестленине каламарӑр вӗт. Ку кӑна та мар, вӑл хӗрсемпе хӗрарӑмсем ӑна темшӗн «асатте» тесе ят пани патнех ҫитсе тухрӗ, казаксем вара, ҫак ҫын эрехе тата хӗрарӑмсене юратнине тӗплӗн пӗлнӗ хыҫҫӑн, хӑнӑхса ҫитрӗҫ те ӑна Оленинран та ытларах юратма пуҫларӗҫ; Ҫакнашкал япала ҫапӑҫусем ҫинчен сӳтсе явнӑ чухне пулать: кусем ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫӑвӑн сӑлтавӗсене тӗпчеҫҫӗ ӗнтӗ, тесе шутлатӑн, чӑннипе вӗсем уйрӑмах паллӑ ҫитӗнӳ пирки калаҫаҫҫӗ. — О, хаклӑ тӑракан документ, — хушса хучӗ вӑл ачапчалла, — мӗн пысӑкӑш телей, эсӗ витӗр куҫлӑ ҫынсен аллине ҫакланнӑ! Малтанхи самантра вӑл нимӗн те курмарӗ, килхушши пушӑ пулнинчен тӗлӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах пусма айӗнче такам тӑнине куҫпа мар, хӑлхипе тавҫӑрса илчӗ — карлӑк урлӑ пӗкӗрӗлсе пӑхрӗ те Ленӑна курчӗ. Пӳртре вӗсем хӑйсем ҫеҫ тӑрса юлсан, Бойко пиншакӑн шалти кӗсйинчен пӗчӗк хӗрлӗ кӗнеке туртса кӑларчӗ, ӑна Разметнова тыттарса, йӑл кулчӗ: — Вула, чармак куҫлӑ шуйттан! Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗн историйӗ ҫинчен, вӑл истори интереслӗ пулин те, пуҫламӑшӗнче каланӑ сӑмаха ытла тӑсмасан та юратчӗ пулӗ. Ҫав хушӑрах эпӗ Д. хальхи пек хуйхӑрнине нихҫан та курман. Ҫак ӳт айӗнчен икӗ тӗлтен ҫутӑ кӑларакан хуртсем Кӑнтӑр Америкӑра питех те сарӑлнӑ. — Ӗмӗрех вырӑнсӑр шӳт тӑватӑн эс… Тур каҫартӑрах, тур хӑтартӑрах… Вӑл хӑй лашипе ӑҫта каяс тет, ҫавӑнта кайма пултарать, тамӑка ҫити каяс тесен те. Эпӗ ӑна хам калаҫнӑ вӑхӑтра та туйса илтӗм. Грант капитанӑн йӗррине ҫакӑнта анчах тупасса шанма пулать. Айртон Гленарвана крушени пулнӑ вырӑна кайма «Дункана» приказ партарасшӑн ӳкӗтлет. Ҫакӑнта, чӗрӗ шыв ҫинче, эпӗ пурне те пӗлсе тӑнӑ пек, маншӑн пурте ҫывӑх пек тата пурне те эпӗ ӑнланса илме пултарас пек туйӑнать мана. Хам хыҫри шыва путнӑ хула вӑл — усал тӗлӗк ҫеҫ, хуҫа шухӑшласа кӑларнӑ япала ҫеҫ, хӑй пекех темле лайӑххӑн ӑнланмалла мар япала ҫеҫ вӑл. Акӑ мӗн каланӑ Ленин 1919 ҫулта хӑйӗн «РКП(б) программин проекчӗ» ятлӑ ҫырӑвӗнче. Тепӗр кунне каҫхи чей ӗҫнӗ хушӑра вӑл сӗтел ҫинчен тата чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен ҫӑкӑр тӗпренчӗкӗсене ӑраснах тӑрӑшса пуҫтарса ларатчӗ, хӑй патӗнчен темскере курӑнманскере хӑваласа яратчӗ, ватӑ хуҫа арӑмӗ ун ҫине куҫхарши айӗн пӑхса, кинне шӑппӑн каларӗ: — Пӑх-ха, пуҫтарӑнать, хӑйне тасатать… Ҫав ним вӗҫӗ ҫук кӗнекере мӗн ҫинчен каланине эпӗ ӑна каласа кӑтартма пултарас ҫукчӗ, — тим вӗҫӗ ҫук тесе акӑ мӗншӗн калатӑп: эпир вулама пуҫланӑ иккӗмӗш пайӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш пайӗ килсе тухрӗ; унтан тата тӑваттӑмӗш пайӗ те пур, терӗ хӗрача. Пӗр тӑрлавсӑрлӑх ҫеҫ килӗшмерӗ ӑна, анчах Базарова никам та тӑрлавсӑр теме пултарайман. Тавлашусем час-часах старик кула-кулах «идеальнӑй панинсене» йӗкӗлтенинчен пуҫланса кайнӑ, лешсем хӗрсе пынӑ, вара тӳсме ҫук шӑв-шав, ҫуйхашу тапраннӑ, лекессе — кӑна та, лешсене те чылаях лекнӗ. Эпир сирӗнпе кӑнтӑр ҫыннисем, анчах ҫурҫӗрте те хамӑра япӑх туймастпӑр, — калаҫса пӗтерчӗ те Сталин Воропаева хирӗҫ темиҫе утӑм турӗ. Ытах та ун пек кун пеке вӗсем ӗрчетнӗ пулсан, пурнӑҫа та вӗсемех ҫӳпӗленӗ, ҫавсем пӑснӑ пулать, — апла-тӑк, турра юрӑхлӑн калаҫсан, тасатма та ҫавсемех тивӗҫлӗ! Аяккалла авӑнтарса хунӑ турат, чӑсӑлса каякан ӳсентӑрансен тӑррисене вырӑнтан тапратни, ҫӗр ҫийӗ кӑшт таптанни — ҫавӑ пурте кунтан ҫын кайни ҫинчен каланӑ. Хуҫисем патӗнче хӑй ҫути пур, сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. «Мӗншӗн каҫару ыйтать!» — шухӑшларӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Унӑн чӗрине ырӑ та ҫемҫе кӑмӑллӑ ашшӗнчен хӑйне мала шутлас вӑрттӑн сисӗм, ҫепӗҫ каҫару сисӗмӗпе хутшӑннӑ кӑмӑл тулса ларчӗ. Джемма ҫаплах вӑрттӑн кулчӗ, Санина хӑй те ҫав тери хаваслӑ пулнине тата кӑмӑлӗ тулнине туйса илчӗ. Карабинӗсене ҫӗнӗрӗн авӑрласа, хастарлӑ разведчиксем тусӗсене алӑ пачӗҫ те, часах ҫыран тӑрӑхӗнчи вӗтлӗхе кӗрсе ҫухалчӗҫ. Разметнов ҫапла каласа хучӗ: — Кам та пулин хӗрарӑм пирки кӳреннӗ пуль. Шыв хӑвӑрт юхнӑ чух хирӗҫ пулакан чӑрмавсене: шыв айӗнчи чулсене, ӑшӑх вырӑнсене, йывӑҫ тураттисене курма рулевойӑн питӗ тимлӗ пулмалла. Стуколкӑлла, виҫӗ ҫулҫӑлла, чӗн пиҫихилле, эй! Ӑнланмалла мар илӗртӳпе астаракан, ҫав вӑхӑтрах тата чӗп-чӗрӗ те асамлӑ юмах ӑшне кӗрсе ӳкнӗ пекехчӗ вӑл. Пӗтӗм тӗнче вӗсен аллинче пулнӑ; пирӗн вӗсем пек кармашма май ҫук: аллӑмӑрсем кӗске. «Эге, икӗ червонец! икӗ червонец мана ним те мар. Тухмалли хӑвӑла, ҫиелтен йӗплӗ хулӑ ҫав тери лайӑх витсе тӑнӑ пирки, чавакансем ӑна мӗнле те пулин урӑхла майпа пытарма та кирлӗ мар тесе шутланӑ пулас. — Ҫапла ҫав. Эпӗ Корсикӑран. Хамӑн аслӑ кукка Джон мана Эппинг таврашӗнче ҫулталӑкра вӑтӑр пине яхӑн тупӑш паракан ҫӗрне халалласа парса хӑварчӗ; эпӗ тата Феттер-Лейнри Хура Вӑкӑр ятлӑ харчевньӑна нумай вӑхӑтлӑха тара панӑччӗ, вӑл та мана тепӗр ҫавӑн чухлӗ тупӑш парса тӑратчӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ, манӑн ҫемье ҫитменлӗхпе нуша курса пурӑнӗ тесе ним те шикленмелли ҫукчӗ. Ҫупа ҫыракан живопись вӑл ӑша сӑрсен пӗрлӗхӗ пултӑр тесе ыйтать, а эсӗ вӑт белила, ытлашширех сӗрнӗ те, турӑ амӑшӗн куҫӗсем сивӗ, хӗллехи пек пулса тухнӑ. Шкул саккинчен пуҫласа ҫак тарана ҫитичченех: «Ҫывӑх ҫынна, хӑвна юратнӑ пекех, юрат, пӗлсе тӑр, йӑвашлӑх, итлеслӗх тата ҫӳҫенӳ-шикленӳ — этем чыс-хисеплӗхӗн чи пӗрремӗш тивӗҫӗ», — тӳнккенӗ пире ватӑ ҫӑхансемпе чавкасем. Анчах манпа калаҫакан джентльмен асӑрхаттарнӑ тӑрӑх, Бальнибарбинче те, Японире те, ватӑлнӑ кун-ҫулта инкек тӳссе ирттереҫҫӗ пулсан та, стариксем хӑйсен пурнӑҫне мӗн чухлӗ те пулин тӑсма ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн. Эпӗ: «Ухмаха ан пер!» — тесе кӑшкӑратӑп. Ҫук! Тен, Бенедикт пичче хӑйӗн пурнӑҫне ҫурӑм шӑммиллӗ чӗрчунсене: сӗтпе ӳстерекеннисене, кайӑксене, шуса ҫӳрекеннисене, пулӑсене — тӗпчесе ирттернӗ пулӗ? Вӑл, карлӑк патӗнчен пӑрӑнса, каллех сӗтел патне пынӑ, пичӗсем ун ҫунса тӑнӑ. — Ку урӑх япала! Ман пуҫа вара, чӑнах та, ун пек шухӑшсем пырса кӗмеҫҫӗ. Укҫа парасшӑн мар пулчӗ. Вӑл, паллах ӗнтӗ, лӑпкӑ ларакан кайӑка хӑратса тартмасть, анчах вӑл мӗнле майпа кайӑк патне йӑпшӑнса ҫывхарма пултарнӑ-ши? Вара тин, тӑна кӗнӗ пек пулса, пӑшалӗсене яра-яра тытрӗҫ. Ҫав сӑмахсене пӗтӗм чӗререн калани палӑрса тӑчӗ. — Каяс килмест манӑн, Том. Кимӗпе ярӑнма тата…» — Чӑнах та ҫапла, — шухӑшлать Наталья, унтан, шартах сиксе илсе, Алексей унӑн юратнӑ упа ҫурине вӗлернине аса илет. Анчах кайран, малтанхи пекех тӗлӗннӗ евӗр тата халӗ те теме кӗтсе илейменле, ҫӳҫенсе илчӗ, клавишсене сӗртӗнчӗ, вара, ҫӗнӗ туйӑмсен хумӗ ҫӗкленсе килнипе, тикӗс те янравлӑ аккордсем ҫине куҫрӗ… Вара эпӗ Христос ҫине пӑхрӑм та, вӑл кулнине куртӑм… «Пыр тесе калаҫҫӗ сана!» кӑшкӑрнӑ запорожецсем. Таркӑн пӑлхавҫӑсен вут хумашкӑн та юрамасть ӑнлантарчӗ Иван, ҫӑварӗнчи хытӑ какайне чӑмласа. — Ҫылӑхлӑ ӳт анчах пулсан, епле-ха сӑваплӑ пулма пултаратӑп эпӗ? — тет. Тепӗр кунхине каҫалапа ҫакӑн пек шухӑшласа лартӑм ӗнтӗ эпӗ библиотекӑра. Ҫак вӑхӑтра алӑк патӗнче тахӑшӗ хыттӑн пӑшӑлтатса:— Хӑшӗ? — тесе ыйтрӗ. Вӗсем шикленсе, хуллен йӑпшӑнса пынӑ. — Путатӑн! — теҫҫӗ ӑна. Манӑн вӑл ҫулпа каяс та килмест. Вӗсенчен тарса хӑтӑлатпӑр тесе ӗмӗтленмелли ҫук. Комсомолец, никама та каласа памӑп тесе, сӑмах парать. Ку документра 132 саспалли, ҫав шутран 53 уҫӑ саспалли пуҫне 79 хупӑ саспалли тивет. Вара Михайла мучи, кӗпине хывса йӗм вӗҫҫӗн кӑна тӑрса юлчӗ те, йывӑҫ витрене шыв тултарса сӗлӗт турӗ, ҫӗнӗ курӑсран мунчала хатӗрлерӗ. — Ҫук… мӗн пулма пултарайӗ пирӗн темӗнех? — тавӑрчӗ вӑл пусӑрӑнчӑк сасӑпа. Ун чухне эпӗ ырӑ савнӑ Карл Иваныччӗ, ун чухне кирлӗччӗ эпӗ; халь вара, — хушса хучӗ вӑл, витлесерех кулса, — халь ачасем пысӑкланнӑ ӗнтӗ: вӗсен пикенсе вӗренес пулать. Хуторта ҫӳренӗ чухне кашни йыт аҫи ҫине шиклӗн ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхма тивет пулсан, мана ҫав классен кӗрешӗвӗ мӗн тума кирлӗ-ха? Каҫарӑр мана, мистер Джеральд. — Анчах чӗре ыратать, — терӗ хӗрарӑм, унтан: — Апла пулсан, эсир пӗлместӗр иккен… вӗсем ӑҫта иккенне пачах пӗлместӗр? — тесе хушса хучӗ. — Пире санӑн тӑлусем кирлӗ мар, — терӗ вӑл кулса, йывӑррӑн хашка-хашка, — шӑлаварна акӑ, сан ҫирен, председатель, эпир хывса илетпӗрех… Тӗттӗмре вӑл питӗ лайӑх курӑнчӗ. Пурӑнатӑн-пурӑнатӑн, хӗрӗх ҫул пурӑнса ирттернӗ, арӑм пур, ачасем, ҫапах никампа та калаҫмалли ҫук. — Вӑл-и? Эпӗ вӗсем сӗннипе килӗшсен авантарах пулӗ тесе шутларӑм. Каллех вара ҫак тӗттӗм пушлӑха кичем те вилӗ лӑплану вырнаҫнӑ. — Инкек пулни ҫинчен? Кӑнтӑрлахи кӗлӗ пӗтнӗ хыҫҫӑн Христос ӳтне ковчег ӑшне хурсан, священниксем урӑх тумтир тӑхӑнма тепӗр пӳлӗме тухрӗҫ. Кӑмӑлланӑ пек туйӑнать вӑл мана. Броня ҫине ларакансене чуптӑвас тесе, хура слива пек куҫлӑ, йывӑр кӗлеткеллӗ румынкӑсем танк ҫине улӑхасшӑн чакаланаҫҫӗ. Алӑк ҫумӗнче пӗр сар ҫӳҫлӗ те ҫинҫешке виле ташлать, кӗске аллисемпе хӑйӗн саванне турткаласа:— Мана ухмаха ернисем кирлӗ мар! — тесе ҫухӑрать. Ку вӑл — вӑрӑм кӗпҫине пӑхӑр ункӑсемпе тимӗрленӗ вутчуллӗ пӑшалпа хӗҫпӑшалланнӑ, ҫурма ҫарамас, хура ӳтлӗ вӑрӑ-хурах эшкерӗ. Икӗ йытти те, чупса ҫитсе, ачасем хушшине кӗрсе выртрӗҫ те хӗрлӗ чӗлхине чӑсса кӑларса, сывласа лараҫҫӗ. Инҫетре мар виҫӗ рабочи чарӑнса тӑчӗ те, вӗсенчен пӗри пӑшӑрханарах, хуллен:— Ниҫта та тупаймарӑм… — терӗ. Аттене пытарнӑ хыҫҫӑн тепӗр кунне — паслӑ, тӗтреллӗ, сивӗ кун, кӑнтӑрла иртсен виҫӗ сехетре эпӗ алӑкран тухрӑм та, алӑк урати ҫинче чарӑнтӑм. Мана кичемлӗх пусмӑрласа ҫитерчӗ. Сасартӑк, ҫул тӑрӑх майӗпен пыракан ҫынна асӑрхарӑм. Батальонсен тӑватӑ командирӗ, лашисем ҫинче ларнӑ май, хӑйсен чаҫӗсем енне ҫаврӑнчӗҫ те:— Батальон, на пле… — командӑларӗҫ ылмӑш-тӗлмӗшлӗн, вара куҫӗсене полк командирӗ ҫине тӑрмаклӑн тӑрӑнтарчӗҫ. — Ак халӗ мана пӗр интереслӗ масар аса килчӗ, унӑн историне эпир мӑнастир архивӗнче чаваланнӑ чухне илтсе пӗлтӗмӗр. Кунсӑр пуҫне тата урӑх мӗнле ҫӗнӗ ӑнлану ҫинчен сӑмах пыма пултарӗ? Астӑватӑн-и?.. Ҫакӑнтан мӗн пулма пултарать-ха? Оленин, ун хыҫӗнчен крыльца ҫине тухса, пӑшал хӗлхемӗсем йӑлтӑртатнӑ еннелле, ҫӑлтӑрлӑ тӗттӗм тӳпе ҫине ним чӗнмесӗр пӑхса тӑчӗ. Пысӑках мар уйрӑм ушкӑнсене уйӑрӑлса, тӗрлӗ еннелле тухса кайма сӗннине никам та ырлакан пулман, майор вара ҫав сӗнӗве йышӑнман. Мӗншӗн-ха пурӑнма пултараймастӑн? Комсомол тӗлӗшпе пулӑшӑпӑр, шантарса калатӑп, халӗ вара санӑн самокритикӑллӑ сӑмахусем ҫумне тата кӑштах хушма ирӗк пар. Хӑй, пӗтӗмӗшпе илсен, васкамасть пулин те, уйрӑм хусканусене хӑвӑрт тума Ленӑсӑр пуҫне никам та пӗлес ҫук. — Ҫирӗм ҫын тенӗччӗ-ҫке. Негоро португалпа Гаррис американец, — паллах, пӗр каварлӑ ҫынсем. Эпӗ унӑн ҫӑварӗ типессе кӗтсе, ҫапла шухӑшласа ларатӑп: «Сиккелетӗрех, пукан ҫине пурпӗрех ҫав тӗлӗпе ларӗ», тетӗп. Ку кулӑшла пек те туйӑнать, анчах унӑн пӗтӗм ирсӗр ятлаҫӑвӗнче мана чи кӳрентерекенни — эпӗ урӑх вӗҫеймӗп тени. Вара темиҫе хутчен: Намӑс ку! намӑс ку! — тесе хӗрӳллӗн каласа хучӗ. Юнашарах, хуҫӑлкаласа пӗтнӗ хурӑн тӑрринче, пӗр лутӑрканса, тутӑхса кайнӑ шуҫ листи ҫакӑнса тӑрать. — Анчах нимрен ытла, — тӑсрӗ малалла Володя, тӑруках шухӑшлӑн французла калаҫма пуҫласа, — кунашкал авлану хамӑрӑн тӑвансене мӗн тери кӑмӑллӑ пулӗ! — Пӑртак вӑй илмеллӗх апатланар. Ҫав самантрах хӗрарӑм сасси илтӗнсе кайрӗ. — Сирӗн преосвященство аллисем юнпа вараланман-и-ха? Вӑл, вутӑсем патӗнче ҫунакан вут пуҫҫи патне лӑкӑштатса пычӗ те, каллех чӗлӗмне тивретрӗ. — Ҫук… кичем вӑл, — терӗ Володя, курӑк ҫине ӳркенчӗклӗн йӑванса, ҫулҫӑсем чӑмлакаласа, — ӗмӗрех Робинзон! Дика хӑйне, Нэна, Том старике, Геркулеса, Бата, Акесона, Остина иккӗмӗш кимме пӑрахрӗҫ, вӑл тепӗр еннелле кайрӗ. — Нимӗнпе те мар. Ваше превосходительство манман пулӗ»\… хӑм!.. — Ан мӑкӑртатӑр, эпӗ сире ҫыннисене тупса парӑп, тӗлӗнмелле лайӑх ҫынсем. Степа алӑк патнелле пӗр утӑм туса ӑна уҫса ячӗ; пӳлӗме хырӑмӗ ҫине параппан ҫакнӑ самӑр ҫын кӗчӗ, сулӑнкаласа, хур пек утса, вӑл параппана хыттӑн ҫапса пычӗ: — Пан, пан, пан… Эпир хамӑрпа пӗрле Дингӑна илетпӗр, — терӗ Дик. Мӗн пулсан та, тума май килсе тухсан — аван, май килсе тухмасан вара — малтан супӗлтетменнишӗн те кӑмӑллӑ пулӑн… Ӑҫта? Мӗншӗн тапӑнатӑр эсир ӑна? — Эпӗ ӑна икӗ кунлӑха киле ятӑм. Юнӗҫенсем! Дуэле ирттерме, пурте килӗшнӗ тӑрӑх, мана ирӗк панӑччӗ. Палачсем аслӑ ученӑйӑн чӗлхине те пулин чиксе-касса пӗтернӗ: Бруно халӑха юлашки хут мӗн те пулин каласран вӗсен сехрисем хӑпнӑ. — Турӑ упратӑр, — терӗ вӑл кӳме еннелле; унта кӑвак ҫӳҫлӗ господинӑн тӑваткал кӗлетки курӑнса ларать, юнашарах икӗ костыль пур. — На руку! — хыттӑн кӑшкӑрни илтӗнчӗ малта. — Тавах, Актеон, — терӗ Дик Сэнд, — анчах манӑн… Вара ӑна каллех ачалӑх аса килчӗ, юханшыв лӑпкӑн шӑмпӑртатни, Эвелинӑпа малтанхи хут паллашни, «суккӑр» тенӗ сӑмах хыҫҫӑн вӑл хӳхлесе йӗни… — Епле, вӑл санпа пӗрле тарман-и вара? — ыйтрӗ Гленарван. — Эпир пурте кунта нумайлӑха мар. — Чипер кай, Павел. Пире ан ман, — терӗ Валя йывӑррӑн. Вӑл халӗ комсомолӑн округри комитетӗнче оргпай пуҫлӑхӗ пулса ӗҫлет. Тата икӗ пукан сӗтел хӗррисене лартрӗҫ: пӗри — прокурор валли, прокурорӗ полкри фурьер пулать, тепри — секретарь валли: секретарь пулма капралсенчен пӗрне хушнӑ. Килеҫҫӗ те ӑшталанма тытӑнаҫҫӗ: «Манӑн тур лашана утӑ хурса патӑн-ши?» Ман шухӑшпа, граждансемпе манӑн хаклӑ карчӑксем, ҫакна пӗтӗмпех вӑл хӑйӗн ӑсӗ питех те тӑнсӑр пулнипе тӑвать. Ҫав кун Гремячий Лог хуторӗ ҫийӗн, ҫурхи шывсем ҫийӗн, ҫеҫенхир ҫийӗн, пӗтӗм сенкер тӗнче ҫийӗн кӑнтӑртан ҫурҫӗрелле, никам хускатман ҫӳлти ирӗклӗхре хура ҫунатлӑ кайӑк-кӑвакалсемпе хуркайӑксем пӗр кӑшкӑрмасӑр, сасӑ-чӗвӗ кӑлармасӑр, васкавлӑн вӗҫе-вӗҫе иртетчӗҫ. Сегалпа вӗреннӗ чухне мӗн вӗренни пӳрте ман пуҫа кӗрсе юлатчӗ, санпа темӗн тусан та нимӗн те тухасшӑн мар. Вӗсемшӗн нимӗн те тума пултараймастӑп. Эпӗ кӗҫех, вулама вӗренни ҫур ҫул ҫеҫ-ха, тесе персе яраттӑм, анчах хама хам тытса чартӑм. Кӗҫнерникун, июнӗн 18-мӗшӗ. Эпӗ каллех хамӑн курӑксемпе ӗҫлеме тытӑнтӑм, — сӑмах майӗпе тенӗ пек каласа хучӗ Опанас Иванович. Воропаева лав ҫинчен анма пулӑшрӗ, унтан ӑна ыталаса илчӗ те хӑй патне илсе кайрӗ. Мишатка… Турӑ каҫхинехи сасӑсене итлесе, каллех Васили Каширин мӑкӑртатать! тесе кулса илет пулӗ… Чахоткӑллӑ ҫыннӑн ӳпкисем пирӗннипе пӗр евӗрлех пулин те — пӗр пек пахалӑхлӑ мар. Вӗсем хутшӑнса ӗҫленипе, вӗсем пулӑшнипе эпир ҫак кукӑр-макӑрсене тӳрлететпӗрех. Ҫук, ку ӗнтӗ тӗрӗсех… — Эпӗ хушнипе тетӗн?! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Гленарван. Мӗншӗн ҫавӑн пек пулса тухнине Юргин хӑй те каласа пама пултарайман пулӗччӗ-и тен. Андрейпе яланах пӗрле пулма, ӑна, чӑн-чӑн тус пек, мӗнпе те пулин пулӑшма тӑрӑшать халь вӑл. Давыдова бригадӑна Разметнов кӑна ӑсатрӗ. Пӗр ҫак сӑмах ҫеҫ те кӑмӑла пӑтратса ярать. — Манӑн санпа уҫҫӑн калаҫас пулать. Тухса кайрӗ, теҫҫӗ. Эпӗ пулас пэрсене — корольпе королевствӑн чӑн-чӑн советникӗсене, закон кӑларас ӗҫе хутшӑнакансене, жалоба памалла мар тӗрӗс суд тӑвакан аслӑ судӑн членӗсене, хӑйсен монархӗпе тӑван ҫӗршывне хӳтӗлемелле пулсан, чи малтан тухма яланах хатӗр тӑракан, чунтан парӑннӑ паттӑр ҫар ҫыннисене — пӑхса ӳстерессипе вӗрентесси ҫине питех те тӑрӑшса пӑхни ҫинчен тӗплӗ каласа кӑтартрӑм. — Мӗн кӗтсе тӑратӑн-ха тата? — Эсир юратмастӑр-им ӑна?.. — Эпӗ пӗлместӗп, — хуравларӗ вӑл, тӑруках хӗрелсе кайса, хӑй ман ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. — Эпӗ ыттисенчен уйрӑм тӑнине хам та пӗлетӗп. Тӗлӗннӗ хӗрарӑм ҫӑвар карса пӑрахрӗ, унтан ывӑннипе аран сывлӑш ҫавӑрчӗ те пӗр сӑмах калаймасӑрах хула еннелле тӑсса кӑтартрӗ. — Аслӑ-и?.. Аслӑ. Пултаруллӑ-и вӑл? пӗлместӗп, аплах мар-тӑр. Анчах пирӗн телейсӗр хӗрарӑмсемпе ман арӑмӑн — пачах та ун пек пулман. — Эпӗ, анне, Сюзи Гарпер патне ҫывӑрма каятӑп. Рада аллипе ҫеҫ сулса илчӗ. Этем канлӗн пурӑнасшӑн. Сасартӑк урӑхла пулса тухнӑ: Ҫӗр ҫут тӗнче варри мар иккен, вӑл ытти планетӑсемпе пӗрле Хӗвел тавра вӗҫсе ҫаврӑнакан пӗчӗк планета кӑна, ҫийӗнчен тата хӑй тавра та кӑлтӑрмач пек ҫаврӑнать-ха. Меркурий, Венера тата ытти планетӑсем кӗленче тӳпери пӗчӗк ҫутӑ пӑнчӑсем мар иккен, вӗсен кашнин хӑйӗн тӳпи, хӑйсен ҫӗрӗ пур… Чӳрече янаххи ҫине икӗ алӑ кӗрсе выртать тата ҫак самантрах Павел пичӗпе тӗлме-тӗл Федор пичӗ тухса тӑрать. — Вӑл тепӗр купана тӗртсе кӑтартрӗ. — Петра Пятиглаза! — терӗ вӑл, пӗр шухӑшламасӑр тенӗ пек. — Ку — ҫынсем валли ҫӗнӗ турӑ ҫуралнӑ пек пулать! Кашни эрнере тенӗ пекех Клавдия Михайловна ӑна ҫаврака та хитре почеркпа ҫырнӑ конвертсене илме тивӗҫлӗ пулма «ташлаттарчӗ», урӑхла каласан, алӑ ҫупса кровать ҫинче сиккелемелле пулчӗ ун. Пире тӑвӑла чӑтса ирттерме тиврӗ, ку та пирӗн «Испаньола» мухтава тивӗҫлине ҫирӗплетсе пачӗ. Ӗлӗкрех юрататтӑм, халӗ пачах юратми пултӑм. Ку «Макари» ятлӑ икҫӗр тонлӑ бриг пулчӗ. Мана илтӗнмен калавне пӗтерсенех вӑл кулса ячӗ те, атте куҫӗнчен ыйтуллӑн пӑхса, ҫапла каларӗ: — Мӗнлерех ача, mon cousin? Майӗпенех, вӗсем кӑна мар, пӳлӗм те пӗтӗмӗшпех тата йӗри-таврари япаласем пӗтӗмӗшпех: сӗтел ҫинчи сӑмавар та, Увар Ивановичӑн кӗске жилечӗ те, Зойӑн яп-яка чӗрни те, Константин Павлович аслӑ княҫӑн стена ҫинче ҫакӑнса тӑракан ҫуллӑ сӑрпа ӳкернӗ портречӗ те тӗлӗкре курӑннӑн туйӑнчӗ; пурте куҫ умӗнчен сирӗлчӗҫ, пурте тӗттӗмпе карӑнчӗҫ, пурте пӗтрӗҫ. Ӗҫме шыв ҫук. Хырӑм ҫав териех ыратмасть ӗнтӗ, ҫӑмӑлрах пек; хӑй нимӗн пӗлми пулса кайнӑ пек те туйӑнчӗ ӑна. Пугачев ларнӑ ҫӗртех ӑйхӑласа кайрӗ; унӑн юлташӗсем тӑчӗҫ те мана тухса кайма каларӗҫ. Халӗ вӗҫтер, унта мӗн калас тенине пӗтӗмпех кала, анчах вырӑна ҫитиччен, ҫул ҫинче, шӑлна хытӑ ҫырт! Унтан «иккӗре тух», терӗм. Вӑл Натальйӑна, килти тарҫӑна кӑшкӑрнӑ пек, кӑшкӑра-кӑшкӑра пӑрахать, ун пирки кӑмӑлсӑр пулса, ӑна Никита ӳпкелесе;— Кӑлӑхах кӳрентеретӗн Наташӑна! — тесен, вӑл:— Эп чирлӗ ҫын, — тесе ответлерӗ. Вӗсем шӑтӑк-шатӑк стеналлӑ тата хӳмеллӗ пысӑк килхушшисемпе пычӗҫ. Ҫичӗ хут ҫиччӗ — аллӑ пуса та ҫитет; апла эпир виҫсӗмӗр те тутӑ, ҫывӑрмалли вырӑн та пур пирӗн, Лодыжкин старикӗн те, вӑйсӑррине пула, нумай чир-чӗре кура пӗрер черкке яма юрать. Ҫак самантра палуба ҫине инкек хыҫҫӑн таҫта пытанса тӑнӑ карап поварӗ тухрӗ. Доска умне ҫитсе, вӑл пурӑ ярса тытнӑ, унтан, чӗвен тӑрса, аллинчи пурӑпа тӗрткелешме, шаклаттарма, чӑкӑртаттарма — доска ҫине вӗтӗ те уҫӑ мар паллӑсем тума пикеннӗ. Пырӗнче унӑн темӗн вӗчӗлтетсе тӑнӑ, кӑкӑрӗнче — чӗри ҫине темӗнле тусан ларнӑ пек пулнӑ, ҫавӑнпа чӗри йывӑррӑн, сикчӗллӗн тапнӑ. — Халлӗхе тарар-ха кунтан хӑвӑртрах, унсӑрӑн Гриша куҫ тӗлне пулсан, Мускаври драма театрӗнче пьеса курма лартӗ те тата… Эп калани, кӗленчене тӳрех океана мар, унта юхса тухакан шыв ҫине пӑрахнӑ тени тӗрӗсех пулсан, эпир тыткӑнрисен вырӑнне ӑҫта та пулса шыраса тупатпӑрах. Вӑл вилнӗ пек шуралса кайнӑ. — Пӗлетӗп эпӗ эсӗ еплерех старик иккенне! — Ну, Джим, апла эпӗ нимӗн те ӑнланмастӑп. — Ӗҫсем пыраҫҫӗ! Хӑй стаканӗнчи чее борт хыҫнелле сапса ҫӗнӗрен тултарчӗ, ман ума пуҫламан французски булка, пысӑк кӑлпасси татӑкки хучӗ. Дик Сэнд ӑна аллинчен ярса тытрӗ, анчах Тома хыттӑн кӑшкӑрма чарса ӗлкӗреймерӗ. — Арӑслан! Арӑслан! — Калӑр-ха тархасшӑн, мӗншӗн унта ҫакна модӑна кӗртнӗ? — купеца тискер ухмах туса кӑтартаҫҫӗ. Ҫӗвӗҫӗ «ырӑ улпута» пуҫ тайса кӗтсе илчӗ; вӑл, хуйхӑпа пулас, тен, сӗтел-пукансем хӑйне юлнипе хавасланса та пулӗ, хытах ӗҫнӗ; арӑмӗ ӑна часах ҫавӑтса тухса кайрӗ. Тинӗс ҫинче унӑн яланах анлӑ, ӑшӑ туйӑм ҫӗкленнӗ, — вӑл, пӗтӗм чунне ҫавӑрса илсе, унӑн пурнӑҫ киревсӗрлӗхне пӑртак тасатнӑ. Чӗркуҫҫисем пӗрле! — куҫӗсене тавӑрса хурса, сасартӑк ахӑрса ячӗ Шульгович. Часрах! Шуйттан ҫисе кайтӑрччӗ манӑн никталопине! — тесе мӗкӗрсе ячӗ Паганель, анчах хӑй Гленарвана кирлӗ пулнӑшӑн чун-чӗрипе хавхаланса кайрӗ. — Уншӑн пӗр канӑҫ ҫук! Тӗлӗнмелле чаплӑн пытарчӗҫ судьяна. Арҫын ӗҫӗ мар ку, ҫитменнине эпӗ ахаль ҫын та мар, ялсовет председателӗ. Каҫпа тухаттӑмччӗ те ҫӗрӗпех Хусан тракти тӑрӑх пыраттӑмччӗ, хӑш чух кӗрхи ҫумӑр ҫинче, тарӑн пылчӑк ҫийӗпе утаттӑмччӗ. Вилнех-ши вара? Салтак пулнӑ, пугача хӗненӗ, хам та Мускавра чума чирӗ пулнӑ ҫул пӑлхава хутшӑннӑ, ҫапла! Мазурка Паҫӑр мана пула хӗрсӗр юлнӑ ҫамрӑк ҫын мазуркӑна пӗрремӗш мӑшӑрта ташлать. Анчах Лозневой малаллах каларӗ: — Пӗлесчӗ: вӑл кӗнекере тата мӗн пур-ши? Вуннӑна яхӑн юланутлӑ ҫынсем юр хӗвсе ӗлкӗреймен хура ярӑм тӑсӑлса выртакан сӑрт урлӑ каҫрӗҫ. Пӗррехинче эпӗ садри хайхи хӳме патӗнчен иртсе пыраттӑм та Зинаидӑна курах кайрӑм: вӑл, пуҫне аллисем ҫине тайса, курӑк ҫине ларнӑ та йӑшӑлт та хускалмасть. Мӗншӗн пӑшӑрханса ӳкрӗм эпӗ, хам та пӗлместӗп. — Хӗвел пайӑрки ҫинчен пӗлместӗп эпӗ — тахӑшӗ пӗрремӗш, тахӑшӗ иккӗмӗш, анчах вӑл пурӗ пӗр ҫывӑрса юлать, — ҫаплах парӑнмарӗ Гейка. — Халь нумайӑшне урӑхла шутлатӑп эпӗ, нумай япала ҫине урӑхла пӑхатӑп ӗнтӗ, ҫавӑнпа йӑлтах каласа парас килет. Дымок хӗрсене ҫеҫ мар, шурӑ эрех ӗҫме те юратать, пуринчен ытла — ҫапӑҫма юратать. Ҫав вӑхӑтрах, эсир хӑвӑрах курӑр, тимлесех шухӑшланӑ чухне те хӑй шухӑш-кӑмӑлне ҫынна каламасӑр тӑнӑ чухне те, унра темле ачалӑх, тӳрӗлӗх пур. Кала-ха мана, тӗрӗсех сӑмахлаҫҫӗ-и ҫакна, кукаму санӑн… мӗнлерех каламалла-ши ӗнтӗ ӑна?.. — Тухатмӑш? — лӑпкӑн пулӑшрӗ мана Олеся. Хӗпӗртенипе вӑл савӑнӑҫне аран-аран пытарса тӑчӗ, ҫапах та хӑйне часах алла илчӗ, вара вӑл хӑйне нимӗн те пулман пек тыткаларӗ. — Эпир сирӗнпе мӗншӗн ҫакнашкал туслашнине пӗлетӗр-и, — терӗ вӑл, эпӗ тунмасӑр каласа панине хирӗҫ ӑшӑ кӑмӑлпа ӑслӑн пӑхса ответленӗ май, — мӗншӗн эпӗ сире хам ытларах паллакан пӗлӗшсенчен, вӗсемпе пӗрлехи нумайрах пулин те, вӑйлӑрах юрататӑп? Эх, Макар мӗнле сиксе илчӗ ҫакӑн хыҫҫӑн! Киммине ӑҫта тупнӑ вӑл? Ирӗксӗрех хӗвелтухӑҫнелле каймалла ӗнтӗ вӗсен… Ҫавӑнпа пит хыпаланса пуҫтарӑнатчӗҫ. Пурте кайса пӗтменччӗ-ха. Андрей, ҫӗр каҫиччен, кӳршисенчен хӑш-пӗрне курма та ӗлкӗрнӗччӗ. Парӑмне татнипе кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, вӑл малалла чупнӑ, салтаксене хӑй хыҫҫӑн ертсе кайнӑ, вара вӑл кӗрешӳ вӗҫне ҫитичченех хирӗҫ нимӗн хӑрамасӑр ҫапӑҫнӑ. Огнянов та, ун юлташӗсем те шӑнса пӑсӑлман иккен-ха, пурте турра тав туса сӑх-сӑхса илчӗҫ. Тен, эпӗ вӑл хӗрте ҫутҫанталӑка, ҫутҫанталӑкри пӗтӗм илемлӗхӗн сӑнарне юрататӑп пуль; анчах та манӑн хамӑн ирӗкӗм ҫук, ман урлӑ ӑна ҫанталӑкӑн темле вӑйӗ юратать, туррӑн пӗтӗм тӗнчи, пӗтӗм ҫутҫанталӑк ҫак юратӑва ман ӑша тӗртсе кӗртсе ҫапла калать: «юрат». Пӑшал сасси янӑраса каять. Анчах кунта, халӑх ушкӑнӗ сайрарах пулин те, ҫине-ҫинех халӑх иртсе ҫӳрени, урапасем хӑлтӑртатни, ҫынсем калаҫни илтӗнсе тӑрать. Фома ӗнтӗ туйса илнӗ — ытах та мӗн кирлине халех калама пуҫламасан, кайран вӑл ӑна нимех те калас ҫук. Приказчик хӑйсем пӗлекен пӗр паллӑ пуян купца ярмӑнккӑра епле шавлӑн ӗҫсе иртӗхни ҫинчен калама тытӑнчӗ, анчах ӑна старик каласа пӗтерме памарӗ, вӑл Кунавинӑра хӑйсем унччен мӗнлерех шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсем туни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ. Вӑл мана алӑ пачӗ те кӑшт ҫеҫ кулса илчӗ, анчах питӗ хурлӑхлӑн кулчӗ, ҫакна курсан, манӑн йӗрсе ярас килчӗ. Эсӗ Малькольм-Кэстльре, Гленарван хӗрӗ пек, пурнатӑн. Исидора уҫланкӑна тухрӗ те, ун варринче чарӑнса, лашине мӑйӗнчен лӑп-лӑп ҫапса лӑплантарчӗ. Ҫавӑнпа уншӑн ҫемҫе алӑсем питӗ те сисӗнчӗклӗ. Хӗсӗк, йывӑр пурӑнӑҫра вӑл савӑнӑҫ мӗн иккенне пӗлмен. Унӑн ҫулӗ ҫине тухса тӑнӑ ку хӗр — уншӑн пысӑк телей. Базаров хускалса илчӗ. Вӑл ытти икӗ юланучӗ кайнӑ еннеллех ҫул тытнӑ. Хӗрӳллӗ Нургалей те сиксе тӑчӗ. «Никита Алексеевич яланхи пекех малта пырать пулӗ-ха», — шухӑшларӗ Воропаев корпус командирӗ ҫинчен, — юлашки вӑхӑтра вӑл унӑн политика енӗпе ӗҫлекен заместителӗ пулнӑччӗ, фронтрисен пурнӑҫне кӗвӗҫсе ӑмсаннипе тата хӑйне хӑй хӗрхеннипе унӑн чӗри ыратса кайрӗ. Будапешт тата Балатон кулли патӗнчи вӑрах пынӑ ҫапӑҫусем хыҫҫӑн ывӑннӑ, питӗ сайраланса юлнӑ полксем халӗ каҫсерен аллӑшар километр, талӑкра ҫӗршер километр тӑваҫҫӗ; ҫав полксенче аманнӑ хыҫҫӑн та стройрах юлнӑ салтаксен хисепӗ питӗ пысӑк. Тӑкӑрлӑк кӗтессинчен эпӗ ӑна хыҫран пӑхрӑм, вӑл хуллен, ниҫта васкамалли те ҫук ҫын пек утатчӗ. Ҫынна вӑл ҫутҫанталӑк ҫине ҫаврӑнтарса пӑхтарма кӑна мар, — ӑна ҫутҫанталӑк йӗри-тавралӑхӗнче туйтарма та пултарать. Ҫавнашкал сӑмахсен пӗлтерӗшне Егорушка ӑнланмасть, анчах вӗсем киревсӗрри уншӑн лайӑх паллӑ. Хӑш чухне вӑл темскер калама тытӑннӑ пек те туйӑнать: — Паллах ӗнтӗ, Христос та ҫӑкӑр ҫинӗ, ҫавӑнпа та Марфа… — Мӗн? — тӗлӗнсе пӑхрӗ ун ҫине Наумов. Йӑсӑрланчӑк сывлӑш таҫта кайса ҫухалать. Аван мар-ҫке-ха, сурӑхӑн ӑҫта кайса кӗмелле? Тир ҫӗкленет, кӳпӗнсе-карӑнса сарӑлать. Ҫӗнӗ кун каллех тӗтреллӗ пулчӗ. Ҫар ӗҫӗнче маррисенчен пирӗнпе пӗр ҫын ҫеҫ хутшӑнса ҫӳретчӗ. Ку мӗне пӗлтернине чухларӑр-и?.. Эпӗ ҫырӑва ҫырса пӗтерес чухне хаҫат ҫӗре шуса ӳкрӗ те, вӑл шӑп кӑна Zeaiand сӑмахӑн юлашки слогне вуламалла майлашӑнса выртрӗ. Тата мӗн? Амӑшӗ пуҫӗпе сулчӗ те тимлӗрех итлеме тытӑнчӗ. Мойсей Мойсеич та тӑчӗ, хырӑмне аллисемпе тытса, болонка йытӑ вӗрнӗ пек ҫинҫе сасӑпа кулма тытӑнчӗ. Вӑл хӗрачана хӑйӗн арки ҫине лартса ӑна чечексем суйлама пулӑшрӗ. — Ҫапла, — терӗ вӑл сассине ытлашши ӳстерсе, хыттӑн. Эпир вӑлтасене пӗр тӗле ывӑтатпӑр та — тинкерсе ларатпӑр вара. Артём регулятор умӗнче темӗн аппаланса тӑракан старик енне ҫаврӑнчӗ, Брузжак та вӗсемпе килӗшрӗ тесе каланӑ пек пуҫне тайрӗ, анчах ҫавӑнтах, татӑлайман ыйту аптӑратса ҫитернипе, Политовский патне ҫывӑхарах пырса тӑчӗ. — Апла пулас ҫук! Сӑмси унӑн кӑштах каҫӑр, хӑй маншӑн ырӑ, кӑмӑллӑ пек туйӑнать. Юлашки ҫулӗнче — академие кӗме хатӗрленесси. Кӗтсе илӗн шуйттан кукшаланасса! Ун пек ҫын вӑл, тӑшман, колхозра пурӑнать, анчах ҫӑварне мӗн тупӑка кӗрсе выртичченех уйрӑм хуҫалӑх пурнӑҫӗ еннелле чалӑштарса тӑрать… Калаҫӑва Альбина та хутшӑнчӗ. Андрей пӗр вӑхӑтра, Макар чӑнласах, ӗненсех ҫапла калаҫнине итлесе ларнӑ хушӑра: «Сӗкекен ӗнене юрать-ха турӑ мӑйрака памасть, унсӑрӑн, Макар аллине власть парас пулсан, мӗн-мӗн кӑна туса тӑкнӑ пулӗччӗ-ши вӑл? Мишель Флешар малалла утрӗ. Вӑл тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, хура ҫӳҫлӗ ҫын, кӑштах тӑртанса тӑракан ҫап-ҫутӑ пичӗ акӑш-макӑш ӑслӑ, йӳрӗк тата никама пӑхӑнми сӑнлӑ. Эсир мана курма тесе кӑна килнӗ-тӗк, ку ман чӗрене пӑшӑрхантарать. Исидора хӑйне валли нимскер канлӗх те тупайман. Ҫак кивелсе юрӑхсӑра тухнӑ шыв арманӗ йӑлӑм вӗҫӗнчи катари сӑртра, канӑҫа пӗлмен кӗрленкӗ патӗнче, пӗчченех ларать, унран леререх пӗр хуралтӑ та ҫук. Юрӗ, ан тав, ҫав йытӑ чул айӗнче ҫывӑртӑрах. Йӗкӗтсем мухтанчӑк, анчах хӑравҫӑ. Тӗрлӗрен курӑксене пӗлетӗп. Комендант ӑна хӑй патне илсе пыма хушрӗ. — Б… б… ланка. — Чылай пулать-и аманни? — Эпӗ сире авторитетсене ӗненместпӗр тесе каланӑ ӗнтӗ мучи, — хутшӑнчӗ калаҫӑва Аркадий. Медынская халь ӗнтӗ ӑна илемсӗртерех тата алтанлӗреххӗн туйӑнса кайнӑ, Фома ӑна хӗрхеннӗ пек пулнӑ, ҫапах та усал шухӑшпа:— Ирсӗр пулас ӑна ҫавӑн пек упӑшка чуптунӑ чух… — тесе шухӑшласа илнӗ. А вӑт пире, Шырланпуҫ казакӗсене, мӗншӗн кӳрентернӗ вӑл — ӑнланма пултараймастӑп. Тӳрех прерие тухас та Рио-Гранде патнелле каякан ҫула урлӑ татмалла каяс пулать. Эпӗ пӗчӗк сӗтел хушшине лартӑм, хамӑн черккерен ликер ӗҫрӗм, чӗлӗм туртрӑм, аттепе Mariechen тата лавккана халь ҫеҫ кӗнӗ Johann ҫине пӑхрӑм. — Ҫӗр варринче хӗрӳ тӑрать текен теорие йышӑнмасан, паллах ҫук, — терӗм. Медынская пирӗн ҫамрӑкӑн туйам ӑнтӑлуне ҫӗклемен, унра Пӑлаки евӗрлӗхӗ нимӗн те пулман, пӗтӗмӗшпех илсессӗн те, ӑна Фома ӑнлансах ҫитереймен. Эпир ҫӗр айӗнчи тӗнчере пурӑнакансем пулса тӑнипе ҫав хамӑршӑн усӑсӑр япаласене нимӗн вырӑнне те хумастпӑр. — Хӑҫан пулнӑ вӑл! Чӑнах вӗт? Журналта пысӑках мар статьяна йӗри-тавра карандашпа туртса ҫавӑрнӑ пулнӑ. Манӑн — шӑл сурать… Мӗн усал тунӑ вӗсем пире? — Ҫур чӗре — юратать, ҫур чӗре — кураймасть, чӗре-и вара вӑл, э? — терӗ хохол. Ак япала! Никам та калаҫмасть. Ыран пӗр йӗр те кураймӑр. — Тӑр-ха, — тет Смурый, — ку стихсем мар-ҫке! Чартков ҫыхха мӗнпур вӑйӗпе чӑмӑртарӗ, пӑртак та пулсан хускалса илме тӑрӑшрӗ, кӑшкӑрса ячӗ те вӑранса кайрӗ. Эсӗ ялсене ил, — миҫе ял ҫунать ҫу каҫа! Марья Ивановна манӑн атте-аннене эпӗ Пугачевпа теплерен ҫеҫ паллашни ҫинчен йӗркипе ҫав тери лайӑх каласа пани — вӗсене шиклентерме мар, час-часах таса пӗрерӗн култарнӑ. — Вӑт, ачам, ҫав пуҫ касакансем пире шӑлтах йӑлӑхтарса ҫитерчӗҫ-ҫке, халь ӗнтӗ вӗсем, мухтав турра, кӑштах лӑпланнӑ темелле, анчах ӗлӗкрех крепоҫ картинчен ҫӗр утӑма та пулин уйӑрлас пулсан, сана пӗр-пӗр эсрелӗ сыхласах ларать: кӑшт асӑрханмасан, кӗтсех тӑр вара — е пӑяв ывӑтса мӑйӑйтан пӑваҫҫӗ, е ӗнсӳне пульӑ туянӑн. — Йышӑнатӑп. Каҫхине Ҫӑрттан мучи пӗр лав утӑ тиесе килсен ӑйӑрӗсене шӑварма шутланӑ, вара вӑл шыв ӑсма тӑнӑ та витре темле ҫемҫе япалана пырса лекнине туйнӑ. Мӗн тӑваттӑн кунта, ман гремучий газ патӗнче? Колхоза кӗресси Кондратшӑн ҫӑмӑлах пулмарӗ! Ҫурӑмӗ тӑрӑх йӗрӗнӳ сивви чупса иртрӗ. — Ҫук, ун ҫинчен эпӗ нимӗн те калаймастӑп, — терӗ вӑл васкавлӑн: — чӑнах та… калӑттӑм та сире… мӗнех-ха вара! Йӗри-тавра шӑп; вӑрман чӑтлӑхӗнче ҫеҫ шӑпчӑк юрлани илтӗнет. Тӳпе тӗслӗ, сухӑрлӑ ҫулҫӑлӑх ҫемҫен чӑшӑлтатать, ҫӗр ҫумӗнчех туратсем шавлаҫҫӗ. Павел ун патнерех пычӗ те пӑлханса каларӗ: — Митяй, кӑларса яр ҫав инкеке, эпӗ санпа тӗпӗр хут, юлашки хут калаҫасшӑн… Горева, тарӑн шухӑша путнӑскер, ыйхӑран вӑраннӑ пек пулчӗ. — Ку Смоллетт манран та чылай лайӑх мӗн, — терӗ вӑл мана пӗррехинче. — Эсир унпа калаҫма ӗлкӗртӗр-и? — ыйтрӗ Мартини чарӑнса. — Мӗншӗн тесен плана тултармалла! Ятсӑр Ҫав кунхине манӑн «Правдӑра» ӗҫлекен пӗр ҫынпа курнӑҫмаллаччӗ: эпӗ ӑна хам мӗн-мӗн туни ҫинчен каласа парасшӑнччӗ. «Воевода парӑннӑ та пулӗччӗ, анчах та ӗнер ирхине Буджанра тӑракан полковник патӗнчен хурчӑка вӗҫсе килчӗ. Вӑл ҫак пӗчӗк ҫыннӑн йӗрӗлӗхӗнчен тата пултарулӑхӗнчен тӗлӗннӗ, Ежов хӑйӗнчен ӑслӑрах иккенне курнӑ, ҫакӑншӑн вӑл кӗвӗҫнӗ те, ҫилленнӗ те, анчах, ҫав вӑхӑтрах, ӑна — выҫӑ ҫын ҫумӗнчи тутӑ ҫыннӑн кӑмӑлӗпе — шелленӗ те. — Вӑл, ҫын мар, — тенӗ Рамос. Будапешт опытне кура, ҫапӑҫусем вӑраха тӑсӑлма, ҫухатусем — пысӑк пулма пултараҫҫӗ, аманнисене вӑхӑтра эвакуацилесси пысӑк вырӑн йышӑнмалла. — Эсӗ ман паттӑр, ман чи чаплӑ рыцарь. Унӑн вигвами патне юмӑҫсемпе салтаксем пырса, ӑна тата унӑн пӗчӗк ачине сывлӑхпа телей суннӑ. «Э-е-е, тупнӑ мӗншӗн пӑшӑрханмаллине? — Чӑнах-и? Лукашка ӑнланчӗ, кулса илчӗ те, бурка айӗнчен ҫурӑм хыҫне ҫакса янӑ пӑшалне аллипе тытса, ҫӑмӑл та хӑвӑрт утӑпа утса ҫӑра тӗтре ӑшӗнче пытанчӗ. — Халӑх мӗншӗн ухмах? Часах вӑл ҫул ҫине тухнӑ та хӗллехи ҫаралнӑ йывӑҫсен сӗмне кӗрсе кайнӑ. Ку вӑл маттур йӗкӗт пуласшӑн, хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнесшӗн тӑрӑшакан вырӑсланнӑ ҫамрӑк нимӗҫ. Ку пите лайӑх!.. — Тепрер пилӗк минутран, Яхно тата темиҫе тӗрлӗ наказ панӑ хыҫҫӑн, коммунистсем пӗтӗм лагерь тӑрӑх саланчӗҫ. Ротӑсен оборона районӗсемпе опорнӑй пункчӗсене хӑш вырӑна тунине, тӗп позицисемпе запаслӑх позицисене мӗнлерех алтса хатӗрленине тата тӳрӗ наводкӑпа пемелли тупӑсене ӑҫтарах вырнаҫтарса лартнине вӑл хӑй тӗрӗслет. Нивушлӗ эпӗ унпа ӗмӗрлӗхех уйрӑлатӑп…» — Эпӗ ӑнланатӑп сире… — терӗ вӑл. Карди атте ӑна ирхине пырса ҫылӑх каҫарттарма хушнӑ, ҫавӑнпа та ӗнтӗ унӑн халӗ мӑнкун умӗн шерпет сыпмашкӑн хӑйне ҫылӑх каҫарттарма хатӗрлемелле пулнӑ. Алексей хӑлхисенче сывлӑш янрарӗ, ун чӗри пыр витӗр сиксе тухма хатӗр пулчӗ. Тата мӗншӗн вӑтанмалла-ха манӑн? — Французла куҫарӑпӑр, мӗншӗн тесен пирӗн валли унта сӑмахӗсем те нумайтарах, — терӗ Гленарван. Вӑл восстанисене хутшӑннӑ, монсиньор Спинола уйӑрнӑ ҫар сучӗ ӑна, паллах, ҫакса вӗлермелле е каторгӑна ямалла тӑватчӗ, анчах вӑл Тосканӑна тарса кайма ӗлкӗрнӗ. Тухса карӑмӑр, вӑл сулланкаласа: «Ак ҫакӑн пек, ачам»… тесе мӑкӑртатса пыратчӗ. — Ха, епле ҫавӑрттарса хунӑ: «хӑйӗн киревсӗрлӗхӗпе чапа тухнӑ»! Хӑйне усӑ пулмасан, никам та ӗҫлемест. Йӗри-тавра ҫил-тӑман. Юнкер Михайлов умне, темӗнле, хӑйне хӑй ытла пысӑк ҫын вырӑнне хунӑ пекрех пӑхса илсе, яшт тӑрса картусне хывса сывлӑх сунчӗ пулин те, ҫырлахнӑ кӑмӑллӑ Михайлов уншӑн кӳренмерӗ. — «Ӑҫта» тенине урӑхла ӑнланмалла, территори тенӗ пек. — Чиркӳсем тӑрӑх тӑтӑш ҫӳретӗн… Эпӗ ҫакнашкал телейлӗ вӑхӑтра Филипран тилхепине тыттарма ыйтатӑп. Ҫавӑнтах алӑка шаккама тытӑнчӗҫ, ҫӗмӗре пуҫларӗҫ, унтан тискер кайӑк мӗкӗрнӗ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ… — Пӑхӑр ха ӗнтӗ хӑвӑрах: ҫак стенасем епле кисренеҫҫӗ, гранит чулсем епле уйӑрӑлаҫҫӗ, ҫӑк шӑрӑха, вӗресе тӑракан шыва, ҫак ҫӑралсах пыракан пӑссене, магнит йӗппи сиккеленине, ҫӗр чӗтренин пур паллисене те тимлӗрех асӑрхаса пӑхӑр-ха, — терӗм. Вӗсене нимӗн те кирлӗ мар — тӳрлӗх кӑна, тӗрӗслӗх анчах пултӑр вӗсемшӗн!.. Пысӑк, пысӑк инкек. — Анчах, ҫав шыв юпи… Вара манӑн ҫӳхе тир чӑшӑлах сӗвӗнме тапратнӑ! Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫыннӑн пӗтӗмпе те пӗр ача е иккӗ ҫеҫ, — нивушлӗ ҫав ҫын хӑй ачисене пулчӗ-пулмарӗ парса ярать. Тен, эсир Карло Бини ятлӑ ҫамрӑк ҫынна та пӗлместӗр пулӗ? Акӑ хӑҫан авланмалла сан: хӑҫан та хӑҫан вӗресе лӑпланан, хӑҫан та хӑҫан мӗнпур тутлӑ япалана тӑраниччен тутанан, ыраш ҫӑкӑрӗ патне чун туртма пуҫлать — ҫавӑн чухне тин авлан! Арҫынсем — пур ҫӗрте те пуҫ пулса тӑраҫҫӗ, вӗсен ӗҫӗ те пирӗннинчен нумайтарах, вӗсем, авӑ, чиркӳсем, фабрикӑсем тӑваҫҫӗ. — Эпӗ, мыскараҫӑсен ҫине пӑхса, мансах кайнӑ. К-калама ҫук интереслӗ япала. — Ҫук, тӑхтӑр: ку вӑл мӗн-тӗр симӗсскер те ҫивӗчскер. Анчах куна тума ҫӑмӑлах мар. Вӑл совет самолёчӗн номерне асӑрхаймарӗ, анчах та пӗтӗм чӗрипех ку Петров пулнине туйса, ӑнланса илчӗ. Каҫсерен, унпа юнашар выртнӑ чухне, Наталья чӳрече витӗр инҫетри ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса, хырӑмне шӑлкаласа:— Турӑҫӑм, ывӑл парсамччӗ… — тесе тилмӗрсе ыйтнӑ. Анчах та хӑш чухне унӑн упӑшкипе хуняшшӗне:— Юриех, сире тарӑхтармах хӗрсем ҫурататӑп! — тесе кӑшкӑрасси килнӗ. Тата унӑн темскер пурне те тӗлӗнтерекен, никам кӗтмен ӗҫ туса хурас килнӗ — лайӑх ӗҫ туса, пур ҫынсене те хӑйӗнпе йӑваш пулмалла тӑвас, е, усал ӗс туса, вӗсене пурне те хӑратас килнӗ. Хӑй те тунсӑхлать вӑл, пӗле-етӗп! — Лешсем халь те улаҫҫӗ! Кунта полярти сывлӑш калама ҫук тӑрӑ пек туйӑнать. — Иван Павлыч, — терӗм эп ӳпкелешсе, — халь акӑ сире каллех паллайми пултӑм ӗнтӗ, чӑнах. Каллех хӗр пичӗ ҫинче пӑлхану палӑрчӗ. Уэлдон миссис калаҫӑва кӑмӑлсӑррӑн урӑх еннелле пӑрма васкарӗ: Джек хӑйне сиввӗн тытни хӑйсене пулӑшма хатӗр ҫынна ҫиллентересрен шикленчӗ. Пурте! — Мӗн тӗлӗшпе? Анчах колхоз ампарӗнчен ним те кирлӗ мар пире, эпир килте усракан выльӑхсене, ҫавнашкалах уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑнакансен выльӑхӗсене туянатпӑр. Тепӗр ирхине Том кӑшт ҫӑмӑлланнӑ, Салли аппа чӗрӗм ыйхи тума выртнӑ терӗҫ. Ну, Бекки? Кӑна хӑйӗн ҫул ҫинче ҫырса пынисенче Ливингстон палӑртать. Вӑл йӑлт-ялт пӑхкаласа та илет, кулкалать те, хӑй ҫине савса пӑхнине пӗлсе тӑракан арҫын ачасем пек, пуҫне те аллисем ҫине таять. Павка ун хыҫӗнчен утрӗ. Вӑл Сурата каятчӗ, капитанӗ Ливерпульри Джон Николесчӗ. Пырса кӗрет вӗт пуҫа ҫавӑн пек ухмахла шухӑш! Прерири утрав Пуҫсӑр юланута нумай ҫын курнӑ, ӑна темиҫе хутчен те тата тӗрлӗ вӑхӑтра курнӑ. Ҫавна ӗҫнӗ чух Ромашка курка ҫӗклеме сӗнчӗ. — Кама ытларах юрататӑр эсир? Мана-и е ак ҫакна-и? Июнӗн 19-мӗшӗнче пирӗн ҫул пӗр миль пӗтӗмпех вулкан сирпӗнтерсе кӑларнӑ лавӑран пулнӑ ҫӗр тӑрӑх пычӗ. Пӗркеленсе таткаланнӑ лава ҫиелтен пӑхсан, якӑр кӑкарнӑ канат евӗрлӗ кукӑрланса е тӑсӑлкаласа выртать. Ҫывӑхри вулкан тӑвӗсем ҫинчен юхса аннӑ темӗн чухлӗ лава шӑранчӑкӗ сивӗнсе хытса ларнӑскер, халӗ сӳннӗ пулсан та, ӗлӗк-авал хӑрушӑ та вӑйлӑ вулкан ҫӗре кисрентернине аса илтерет. Ҫав чул ҫинчен анакан шыв мӗнле сикнине Бекки пӑхса килентӗр тесе тата ӑна ҫутатас тесе, Том хӑйӗн пӗчӗк кӗлеткипе шыв сикнӗ вырӑн хыҫҫӑн хушӑха хӗсӗнсе кайнӑ. Шӑматкун, июлӗн 11-мӗшӗ. Робертс ура ҫине тӑнӑ. Нумайччен чӗртсе хӑтлансан, чӗрӗ пуленке те тивсе каять! Иккӗшӗ те сывах, тесе ҫырать вӑл, ӗҫсем йӗркеллех пыраҫҫӗ. Унӑн асаилӗвӗсенчен нумайӑшӗ хуйхӑ-суйхӑллӑ йывӑр ҫӗклем пулса тӑнӑ, анчах ҫав йывӑр ҫӗклем те ӑна ҫак ирхи ачаш ӑшӑ сехетре хӑй пекех ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма тытӑнакан палламан та ют ҫынсем хушшинче пӗртте чӑрмантарман. — Эсир Персие каятӑр эппин?.. Ҫук ӗнтӗ, ан та шутлӑр! Пӑван ҫав тери ӳпкелесе ятлаҫнипе вӑл малтан чӗтресе кайрӗ, унтан, ҫын чӑпӑрккапа ҫапсан йӑпшӑннӑ пек, йӑпшӑнчӗ. Анчах халӗ ӗнтӗ Пӑван питех те лӑпкӑ пулчӗ. — Тӑхта, — пӳлет ӑна Сероштан, — куна вара уставра палӑртса хӑварман. Урӑх ӑҫта пултӑр? — Итлӗр-ха, маттурсем, юрласа парӑр-ха, эппин, чӗрене лӑплантараканне, гайдуксен пӗр-пӗр авалхи юррине шӑрантарӑр-ха, — тесе хушрӗ Цанко. — Ӗҫпеччӗ… Каялла кӗтӗве кайтӑр. Анчах хирӗҫ тавӑрасси ҫинчен шутланисем те часах иртсе кайрӗҫ, ун вырӑнне пуҫа кӑмӑллӑрах шухӑшсем пырса кӗчӗҫ. — Музыка, — тесе ӑнлантарса патӑм эпӗ. — Пурӗ-пӗрех». Анчах та вӑл, штурвал патне сирпӗнсе пырса, суднона труках ҫиле хирӗҫ ҫавӑрчӗ, ҫав вӑхӑтра Вильсон лотне пӑрахрӗ те, брига ҫиле хирӗҫ тытас тесе, марселе туртса карчӗ. Ҫак имени пирки аттене туса панӑ хут унӑн аллинче пулнӑ. Ҫав каҫах Инсаровсем пурӑннӑ гостиница патӗнчен сарлака кимӗ тапранса кайрӗ. Вӑл ӗнтӗ вӑрҫӑла та интересленми пулчӗ, тинӗс ҫинче пират пулса ҫӳресси те ӑна текех илӗртмерӗ. Вӑл Джемма хутне кӗчӗ, Джеммӑна сыхласа хӑварчӗ… Вӑл ҫаплах ӗнтӗ; анчах, апла пулсан та, ун чӗри ыратрӗ, ӑна намӑс пулчӗ. Ҫапла вӑхӑт чылаях иртрӗ пулмалла, эпир, пӗр-пӗринчен ҫав тери ҫывӑхра пулин те, пӗр сасӑ та кӑлармарӑмӑр. — Пысӑк интерес тухать сана вӑрӑм ҫул урлӑ, — хӑнӑхнӑ йӑлипе хӑвӑрттӑн пуҫларӗ вӑл. Киеври ҫӗр хӑвӑлӗсенчи пекех кунта та стенасем шалалла кӗре-кӗре кайни курӑнать, унта-кунта тупӑксем тӑраҫҫӗ, вырӑнӗ-вырӑнӗпе ҫемҫелсе кайнӑ ҫӑнӑх пек саланакан этем шӑммисем те тӗл пулаҫҫӗ. Юлашкинчен, Брем подполковника илӗр эсир. — Манӑн пурлӑхӑмпа мӗнле пулӗ-ши вара? Пурте пӗр япаларан тӗлӗннӗ — Троекуров поместьине пачах тӗкӗнмен; вӑрӑ-хурахсем унӑн пӗр ҫуртне-йӗрне те ҫаратман, ҫул ҫинче пӗр лавне те чарман. Пирӗн халӑх чӑтӑмлӑ, кирек мӗнле йывӑрлӑха та чӑтса ирттерет. — Ҫук, — терӗ вӑл юлашкинчен, — эпӗ ним чухлӗ те ҫиленместӗп. — Кӳр кунта, — терӗ Макариха. Ҫак самантра Петра арӑмӗ ӑна ҫӳле ҫӗкленӗ пек, сывлӑшра ҫавӑрса илсе, кӑмӑла каймалла вӑйсӑрлатнӑ пек туйӑнчӗ; уҫӑлтаракан сивве туйса, вӑл тав тунӑ пекех калаҫма тытӑнчӗ: — Ӑна эпӗ: каламастӑп, тесе сӑмах патӑм, анчах — каламасӑр чӑтма пултараймастӑп! Ҫитменнине манӑн вӑл, пӗтӗмпе каласан… ну, эсӗ куратӑн… ни ташлама, ни юрлама… чунсӑр ӳт ҫеҫ, ҫӑва патне кайманскер! Ҫак вӑхӑтра сухаллӑ сцепщик, ҫупа пӗвеннӗскер, товарнӑй составран тухса шпал тӑрӑх пирӗн паталла утрӗ. Старик лӑпкӑн, йӗрӗнӳллӗ ҫӑмӑл кулӑпа калаҫасшӑн пулнӑ, анчах кулли унӑн пичӗ ҫине килмен, пӗркеленчӗкӗсем хӗрӳллӗн сиккелесе тӑнӑ, пӗчӗк куҫӗсем уйрӑмах йӑлтӑртатнӑ. — Пӗлетӗн-и… эпӗ Медынскаяпа хирӗҫрӗм. Ҫапла, тӗрӗс, юратман. Константин аллине сулчӗ те пуҫне пӑркаласа илчӗ; вал татах малалла шухӑшласшӑн пулчӗ, анчах пичӗ ҫинче ҫуталса тӑракан савӑнӑҫ ӑна малалла шухӑшлама чӑрмантарчӗ. Икӗ алӑкне те шалтах хупса, сӑлӑп ярса хучӗҫ. Сӑлӑпне савӑлларӗҫ. Елена, ҫухӑрса ярса, чӗркуҫҫи ҫине ӳкрӗ те унӑн кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнчӗ. — Мӗнле хураха? Унтан вӑл, сасартӑк, пуҫне ҫӗнӗ шухӑш пырса кӗнипе хӗпӗртесе, вӗлт ҫаврӑнчӗ те, виҫҫӗ сиксе, ачана хуса ҫитрӗ, ун аллинче пӑшалне вӑйпах туртса илчӗ. — Эпӗ килте тӑма пултараймарӑм. Вӑхӑт ир, Анна халех ӗҫе тухса кайма пултарайман. «Пансем, анчах эсир эпӗ кӑна мире пӑсас шутпа калать тесе ан шутлӑр. Жозеф Безье — «Мӑйӑхли» текен паллӑ пуҫлӑх, Жан Третон — Кӑмӑл ура. Ну-ка, Петр, кил ман пата; кӗҫӗн кӗрӳсем, — ҫавӑтса килӗр ӑна! Анчах мӗн тӑвас, ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма та вӗренес пулать», — тенӗ. Табак, виноград, роза — виҫӗ ҫул хушшинче эпӗ пӗр миллион тенкӗ укҫа банка хуратӑп. — Вилессе вилместӗн, анчах хӗрарӑм шухӑшӗ кӗрес ҫук вара. Манӑн йыттӑм, нимӗн чухлӗ те кӗтсе тӑмасӑрах, аран-аран диван айне кӗрсе кайрӗ те, унта вара питӗ нумай тусан тупрӗ пулмалла, мӗншӗн тесен ҫав тери сунаслама тытӑнчӗ. Анчах Варя ӑна тытса чарчӗ те каллех тӳшек ҫине вырттарчӗ. Чӳнӑмҫӑм, хам хуйхӑмпа тарӑхӑвӑма аннелӗхӗн ҫак шанӑҫсӑрла татӑлӑвӗпе ҫех танлаштарма пултаратӑп эпӗ. Вӑл ҫак сӑмах мана ҫиллентернине пӗлме тивӗҫ. — Евгения! Посылкӑна фортран такам янӑ. Анчах ӑна кирек кам янӑ пулин те, ӑна тивмесӗр именсе тӑмашкӑн эпӗ сӑлтав тавраш курмастӑп. — Сирӗнпе пӗрле! — терӗ амӑшӗ. Вӑхӑт иртсех пырать, унӑн ҫакӑнтан мӗнле тарса каясси ҫинчен те шухӑшламалла, вара вӑл хӑвӑртрах ҫак ӗҫӗн вӗҫне тухасшӑн пулчӗ. Каса-дель-Корвӑна тавӑрӑнсан тин вӑл ҫав ӑша ҫунтаракан шухӑш тата тепӗре хыпса илнине тӳссе ирттернӗ. Йӑлтӑр ҫиҫет вӑл каҫ тӗттӗмӗнче, ҫын вӗлерекен аллинче вара ун ҫути тӑр-кӑнтӑрла та ҫухалать. Ытти коммунистсемпе комсомолецсем парткомра хӗҫпӑшал илеҫҫӗ. Ҫул ҫине каласа янӑ сӑмах Ватӑ сунарҫӑ ниме те хыпаланса тума юратман. Хӑвӑр сӑмахӑра хуҫа мар эсир. Мӗнле-ха вара сӑмса, ӗнер ҫеҫ унӑн пичӗ ҫинче пулса ҫуран утма та, лашапа ҫӳреме те пултарайманскер, паян мундир тӑхӑнма пултарнӑ! Лаша ури йӗрне тунӑ ҫавӑн пек пӗр чипер йӑва ҫине Давыдов чутах урипе пусатчӗ. — Ну, мӗнле пек туйӑнать сирӗн ҫӗнӗ сатирик? — тесе ыйтрӗ вӑл буфета уҫса, Мартини ҫине хулпуҫҫи урлӑ пӑхса. — Вӑт к-к-куншӑн спасибо! — Меrsi, — терӗ Одинцова ура ҫине тӑрса. Эпӗ аллӑма тӑсса турӑ ячӗпе ыйтатӑп. Эсир хӑвӑр еннелле тӑснӑ алла курнӑ та ун ҫине укҫа пӑрахса панӑ, вӗсем мана каҫпа выҫӑ вилесрен ирхи апат тума кирлӗ пулнӑ. — Эпӗ Евгений Васильевич ятлӑ, — лӑпкӑн астутаратчӗ аҫа ҫури. Эпӗ — тӳрӗ кӑмӑллӑ арӑм, санпа, шӑнкарса пӑрахнӑ манкапа, хамӑн хӗрарӑм ӗмӗрне тӳррӗн пурӑнса ирттернӗ, эсӗ мана, ватӑскере, мӗнле чӗнмеллине пӗлместӗн-и?! Мана сирӗн пирки Сывлӑшри Арми штабӗн начальникӗ телефонпа каларӗ. Дубава малашне мӗнле ӗҫлесси ҫинчен калать: — Эпир Шумскипе паянах Харькова тухса каятпӑр. — Ҫаплах-и? — ыйтнӑ Маякин. Марья Кириловна нимӗн те чӗнмерӗ. Хӑвӑра, тархасшӑн, мӑнна ан хурӑр, Ромочка. Давыдов хӗрринчи кашта тӑрӑх темиҫе утӑм турӗ те ҫӗрӗшнӗ, ҫемҫе ҫӗр ҫине ҫӑмӑллӑн сиксе анчӗ. Шурӑ ҫынсем ӑна туртса илме пултараймаҫҫӗ. Сан патна эпӗ ҫынсем ярӑп, пулӑшӗҫ. Вӗсем команчасен вӑрҫа ҫӳрекен тумӗпе. Шӑнса кайнӑ Андрей тул ҫутӑличчен пӗр сехет малтанрах вӑранчӗ те турех чухласа илчӗ: полк ҫула кайма тапранать иккен. Татах шаккани илтӗнчӗ. Вӑл ҫав ҫӗр ҫине ҫитсе ӳкме тӑрӑшнӑ, унӑн экспедицийӗн йӗрӗсем ӑҫта та пулин юлнӑ пулсан, ӑна ҫав ҫӗр ҫинче шырамалла. Ҫилпе хурлӑхлӑн кашласа ларакан хӑвасем патне ҫитсен, лаша сасартӑк малти урисемпе ҫунаран ҫӳле улӑхнӑ, кайри урисемпе те ҫӳллӗ ҫӗре тухнӑ та сулахаялла пӑрӑннӑ, вара чӗркуҫҫи таран путма пӑрахнӑ. Мӗнпур ӗҫӗ кунта гигиенӑра, ҫавӑнпа та Островнов тӗрӗс тунӑ. Дик асӑрханӑ туземецсен лагерӗ термит йӑвисемпе юнашарах, сӑрт ҫине вырнаҫнӑ. Нэн карчӑка та ыттисенчен уйӑрса пӑхмарӗҫ. Вӗсем ӑна таҫта аяккалла шутарса янӑ, пурне те курма, пурин ҫинчен те шухӑшлама тивӗҫ, аякран пӑхса тӑракан ҫын пек туса хунӑ. Ҫак вуншар тӗрлӗ сасӑсене итлесен, ҫӗртен нумай ҫӳлте истребительсем ҫапӑҫнӑ пек мар, тӑшмансем пӗр-пӗринпе ҫӗр ҫинче тытӑҫса, хӑрӑлтатса, пӗтӗм вӑйӗсене пухса йӑваланнӑ пек туйӑннӑ. Джон Мангльс куҫӗсене чарса пӑрахрӗ. Бертон капитан тесе чӗнни ҫеҫ мар, ӑна ҫав судно ҫинчех такам, палламан ҫын тӗл пулни те тӗлӗнтерсе ячӗ. Ҫак кӗтмен ҫӗртенех илтнӗ сӑмах мана шӑлтах тӗлӗнтерчӗ. — Тьфу, телейсӗр япала! «Мӗн тата? Каятпӑр-и, каймастпӑр-и?» Инҫетре тусан тухать. Азамат йӑлттам Карагезпа сиккипе вӗҫтерет. — Флинт матроссен кӗсьисене ухтаракан ҫын пулман. Тата вӗҫен кайӑксем те… Вӗсем ҫав ҫӗҫҫе илсе кайма пултарайман ӗнтӗ. Начар-им эп ҫынсенчен? Рабочисене малашне выҫӑ лартма пултараймастпӑр. Ӳчӗ мӗнле выртнине тата сӑн-питне пӑхсан, ун пирки иккӗленмелли юлман. Мӗнле пытарса усрӑн-ха ӑна? Сасартӑк туй путланса ларать. Эпӗ те ун пек-и? Ҫурҫӗр историйӗ ҫине вырӑссен ӗҫӗпе чи кирлӗ страницӑсем ҫырса хунӑ. Россия вӗсемпе мухтанма пултарать. Акӑ эпир лавкасене ҫӗнӗрен юратпӑр, ҫуркунне вӗсене шыв илет те урайӗсене аврӑҫтарса ярать, тул енчи алӑксене пӑсса пӗтерет; шыв чаксан — урай каштисем ҫӗрме пуҫлаҫҫӗ. Князь пӗр аллӑ ҫулсенче пулнӑ анчах вӑл сӑн-пичӗпе тата ватӑрах пек туйӑннӑ. — Паллах ӗнтӗ, мексиканка, мул ҫине утланнӑ ҫынӗ — унӑн тарҫи. — Эсӗ, хайхискер, эскадронтан шӑп та шай пӗр сотня вырнаҫмалӑх маларах сиксе ӳкнӗ… — терӗ Разметнов, юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах Давыдова пулӑшса пыраканскер. Старик ку тӗлте пауза туса илнӗ, унтан каллех, сассине антарса, йӗкӗлтевлӗ кулӑпа сӑмахне пуҫланӑ;— А, хайхи, пурнӑҫ тӑвакан ӗҫлӗхлӗ сывлӑшӗ унӑн кӑ-ӑшт анчах иккен. — Ҫӳрет те ҫав, ама йытӑ ҫуратса янӑскер! Пуҫӑмра темӗн шавлать те, анчах эпӗ хам ӳкес ҫуккине пӗлетӗп ӗнтӗ. — Эпӗ нимӗн те ыйтмастӑп. Ытла кая юлчӗ ҫав вӑл ӑна хӑтарма каймашкӑн. Ҫак йывӑр шухӑш унӑн чунне калама ҫук ыраттарса пӑчӑркарӗ. Синопа плащ вырӑнне ҫакнӑ тирне хулпуҫҫи ҫинчен илсе пӑрахнӑ, ҫӗмренне тытса йывӑҫ тӑрринче ларакан кайӑка тӗлленӗ. Ҫав вӑхӑтрах вара шыв витӗр сывлӑш тухнӑ чухнехи пек уҫӑмсӑр пӑкӑртатнӑ сасӑ илтӗнчӗ. Анчах вӑл акӑ часах пуҫне ҫӗклерӗ. — Э-э! — терӗ Джемма майӗпен. Кунта Синопа, Пӗччен Бизон тата Отаки амӑшӗсемпе ватӑ Хӗрлӗ Тӑрна асӑрханӑ чухне иртен пуҫласа каҫченех вылянӑ. — А? мӗн? мӗн? тӑшман ҫине тапӑнмалла пулать-и? — ыйтма пуҫларӗҫ пурте. Вӗсенчен пӗри мана асӑрхарӗ те ыттисене пӗлтерчӗ. Пилӗк арҫынӗ вырӑнӗсенчен сиксе тӑчӗҫ те, хӗрарӑмсемпе ачисене кӑвайт патне хӑварса, ман паталла ҫул тытрӗҫ. Портретсем урайӗнче йӑваланса выртаҫҫӗ, обойсене туртса уйӑрнӑ та, вӗсем татӑкӑн-татӑкӑн ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, пӗр тӗлте урай хӑмине ҫӗкленӗ, чӳрече янаххине пӑрса кӑларнӑ, кӑмака умӗнче, урайӗнче кӗл сапаланса выртать. Вӑл сӑмах ҫынсен йӑпӑлкка чӗлхисем ҫинче ҫав тери тымар ярса лартни мана кӑмӑла каймасть, мужиксем хӑйсен чунне вараланса, ҫиленсе те кӑмӑллӑн амӑшсене асӑнса ятлаҫҫӗ пулсан, — ҫав мана чӗререн пырса тивет. Старикӗн чӗри вӗриленсе кайнӑ, куҫӗсенчен куҫҫулӗсем пӑчӑртатса тухнӑ, вӑл чӗтрекен сасӑпа: «Ваше высоко-благороди, турӑ пулӑрсам!» — тесе калама ҫеҫ пултарнӑ. Яшка тултарнӑ миска сӗтел ҫинче пӑсланса ларать, унӑн икӗ аяккипе ростбиф тата сурӑх какайне ӑшаласа хунӑ блюдӑсем, вӗсем тавра хунӑ турилккесем ҫинче маслина, иҫӗм ҫырлипе апельсин выртаҫҫӗ. — Йӑнӑшма пултарать этем, анчах, хӑван йӑнӑшу ҫинче ҫирӗп тытӑнса тӑрас тесен, ухмаха ерес пулать. — Вӑл хӑйӗн именийӗнче мӗнле хуҫаланать? Вӑл пурнӑҫ ӑна шиклӗн чӗтрекен ҫинҫе ӑвӑссемпе лутра чӑрӑшсем, тылапуҫҫисем хушшинче ҫухалса кайнӑ шурӑ хурӑнсем ӳссе ларнӑн шурлӑх евӗрлӗ курӑнчӗ. — Эпӗ вӗт нимӗн те пӗлместӗп, нимӗскер те каламастӑн, Павел Павлыч, — хурлӑн та йӑвашшӑн хирӗҫлерӗ Ромашов, — эпӗ нимӗн те, нимӗн те пӗлместӗп. Елена вӗсене ларма сӗнчӗ, унтан хӑй те ларчӗ, Зоя вара Анна Васильевнӑна пӗлтерме ҫӳлти хута хӑпарчӗ. Кунсӑр пуҫне тата ҫакна пӗлтеретӗп: эпӗ Бородинӑн вырӑс винтовкине татса тунӑ кӗске пӑшалне куртӑм, ӑна туртса илеймерӗм, мӗншӗн тесен условисем ҫапла пулчӗҫ, хир тӑрӑх пыма тиврӗ тата юн тӑкӑнасран шиклентӗм. Пӗтӗм халӑха плошаде пуҫтарӑнма хушни ҫинчен пӗлтерсен вара, Макариха чухласа илнӗ: Осип Михайловича вӗлерме илсе тухаҫҫӗ. Ольховка ҫыннисен ушкӑнӗ шӑп тӑрать. Пурте пуҫӗсене уснӑ. Ку слонсен сукмакӗ; тен, ҫӗршер слон вӑрманӑн ҫак ҫулӗпе ҫӳреме хӑнӑхнӑ пуль. Пулчӗ те, мӗн пӗлмелле марри пур унта? «Нимех те мар-с, эпир хӑнӑхнӑ-с», — терӗ те вӑл ӳсӗрсе илчӗ. «Дунька упӑшкин» — Медников юратакан лӑпкӑ, чее, пӑшӑлтка ҫын сӑмахӗсенче чӑнах та тӗрӗсси пурччӗ. Плугсен кустӑрмисем чӗриклетсе куснӑ май, Кондрат Давыдова вӑкӑрсемпе суха тӑвас ӗҫре вуншар ҫулсем хушшинче йӑлана кӗрсе пынӑ ансат йӗркесен никӗсӗсене ӑнлантарса пычӗ. Вара Пӑван проповедьсене вуласа тӗпчеме тытӑнчӗ. — Хӗрарӑмсем чупа-чупа каяҫҫӗ, — йӗрӗнсерех каласа хучӗ Ярмола. Фома, кулкаласа, Щуров вексельсене ҫӗнӗрен ҫырма сӗнсе пӑхни ҫинчен каласа панӑ. Вӑл макӑратчӗ, куҫҫулӗ унӑн сухалӗ ҫинелле юхса анатчӗ те, пурҫӑнла сухал пӗрчисем ҫинче кӗленчерен тунӑ шӑрҫасем пек йӑлтӑртатса тӑратчӗ. Ман атте ҫав ҫула пӗлетчӗ, вӑл мана кӑтартрӗ те. Ҫавӑнтах вӑл урӑхла сӑнарлӑ пулса кайрӗ, кухньӑран ярӑнса ҫеҫ тухрӗ те Кораблева тӗл пулчӗ. Эпӗ ӑна ӗҫмелли тӗрлӗ шывсене ют патшалӑхсенчен хамӑр ҫӗршывра ӗҫмелли шыв ҫуккипе мар, урӑх сӑлтавпа ҫырӑнса илни ҫинчен ӑнлантарса патӑм. Аслатиллӗ ҫумӑр чухне ҫул ҫинче пулнӑ пуль-ха? Вара юлашкинчен Джемс Уэлдонӑн суту-илӳри пысӑк ҫыхӑнӑвӗсем урлӑ вӗсем негрсен йӗрӗ сине ӳкрӗҫ. Мана болгарла калаҫма вӗрентесшӗн. — Вуласа тух, — терӗ Пугачев. Марко Поло хыҫҫӑн икӗ ҫӗр ҫултан вырӑс ҫыннисенчен Тверь купци Афанасий Никитин Хӗвелтухӑҫне ҫитсе килнӗ. — Эсир нимӗн те илтмерӗр-и. нимӗн те курмарӑр-и? Воропаев ҫине пӑхса, вӑл халӗ те пахчаҫӑна темӗн кӑтартать, ҫавӑ иккӗшне те чӑнласах интереслентерет пулас. — Юргин тӑхтасарах тӑчӗ, Озерова пӑхса илчӗ те хӗрӳллӗреххӗн малалла калама пуҫларӗ: — Капитан юлташ, халь мӗнле хӗҫ-пӑшал пур, ҫавӑнпа та лайӑхрах ҫапӑҫма пулатчӗ ӗнтӗ, анчах кунта тата пӗр чӑрмав пур. Кил кунта! Вӑл пит-куҫне шур ҫырли аврисем ӑшнелле чиксе, ҫӗр ҫинче ӳппӗн выртать, хӑй вилсе каяс умӗн темскертен тытса илме хӑтланнӑ пек, хуҫлатнӑ аллисене малалла тӑсса выртать. Римлянсем Плутона ҫӗр айӗнчи патшалӑх турри тенӗ. Нумаях та иртмен, карета патша ҫурчӗ умне пырса тӑнӑ. — «Британи» путнӑранпа икӗ ҫул ытлашшипех иртнӗ пулсан, Грант капитан е крушени пулнӑ хыҫҫӑнах пӗтнӗ, е ӑна Ҫӗнӗ Зеланди ҫыннисем ҫисе янӑ. Каретӑран кӗмӗл янӑранӑ пек сасӑ илтӗнсе кайрӗ: — Пире пӗр сӑлтавне те пулин каласа пар-ха, эпир интересленсех итлӗпӗр эсӗ каланине. «Паганель пӗтӗмпех улшаннӑ», тесе шухӑшларӗ Мак-Набс. — Эпӗ сире ҫиленместӗп, — тӑсрӗ вӑл малалла куҫҫуль витӗр, унӑн аллине ачашласа. Ку сасӑсем галерея хӑвӑлӗ тӑрӑхах килеҫҫӗ! Лось татӑксен хушшине пӳрнисене чикрӗ, анчах решетке кӑштах та хускалмасть. — Телей вӑл ыттисемшӗн пурӑннинче. Вӑл нервӑсене ҫав тери хытӑ пӑсать, куҫа темӗн те пӗр курӑнма пуҫлать. Эпӗ ӑна ҫапла каларӑм: — Эсӗ, ак, ку ырра мар тесе шутлатӑн. Виҫӗмкун эпӗ сӑрт ҫинчен ҫӗлен тирӗ тупса килсен, эсӗ мӗн терӗн-ха? Водитель чӗрӗ пулнӑ. Хастар Стэнли ҫитсе курнӑ ҫак пысӑк тавралӑх: кӑнтӑрарах Ньясӑпа Замбези шывӗсен хӗрринчи, хӗвеланӑҫнерех — Заир пуҫламӑшӗнчи вырӑнсем, — Занзибар, Борну, Феццан пасарне «хура тавар» парса тӑракан тавралӑх халӗ ҫавӑн пек. — Куратӑн-и, асаттерен вӗреннӗ, — тавӑрчӗ Марьяна, туртӑнкаласа. — Пӗлместӗп… Ҫак хушӑра атака ҫӗнӗрен пуҫланчӗ. Кимӗ канал урлӑ пӳлсе хунӑ сӑнчӑрлӑ мачта умӗнче чарӑнчӗ, кунта таможньӑпа крепость хушшинче тӑвӑр хушӑк пулнӑ. Ытах та вара — вӑл вӑйлине, ӗҫе пултарассине куратӑн пулсан — шелле, пулӑш ӑна. Эпӗ ик сехете яхӑн ҫывӑрнӑ, тӗлӗк курнӑ: эпӗ килте пек, хам ҫемьепе пӗрле пек. Пуппа майри Пугачев вӗсен ултавне, Марья Ивановна пирки суйнине, пӗлни ҫинчен илтсессӗн, сӑхсӑхса илчӗҫ. Ҫӗр ҫӑтасшӗ! Акӑ ӑҫта кӗрсе ларнӑ харампырсем!» Тепӗр сехетрен вара Хопровсен крыльцине такам та пырса таптарӗ пулӗ, унта тӗве ури йӗрне те лаша ури йӗрӗнчен уйӑрса илме май ҫукчӗ пулӗ. Калаҫасса вӑл васкамасӑр калаҫать, тӗплӗн каласа парать, хӗрарӑмсем вара ӑна тӗлӗнсе итлеҫҫӗ. Каярахпа ӑса кӗртесси те пуҫланчӗ: — Мӗн терӗн-ха эс — «спасибо» терӗн-и? Ҫав хыпарта нимскер хӑрамалли те пулман пек, Луиза ҫӑмӑллӑнах сывласа илсе, ҫапла каларӗ: — Ҫавӑ ҫеҫ-и?.. Унсӑр пуҫне тата эсир хӑвӑр анкетӑрта кӑтартман тӗрлӗ ӗҫсем те питӗ нумай иккен-ха, тет. Эпир сӗтел тавра ларса тухрӑмӑр. Эпӗ ӑна куҫран тинкерсе пӑхрӑм; ман ҫине вӑл куҫне пӗр сиктермесӗр те лӑпкӑн пӑхса тӑчӗ, шуранкарах тути йӑвашшӑн кулкаларӗ; хӑй нимӗн пирки те пӑшӑрханмастчӗ пулин те, эпӗ унӑн шуралса кайнӑ пит-куҫӗнче вилӗм мӗлки палӑрнине ас туса илтӗм. Эпӗ ҫаплах ихӗлтетрӗм, анчах хам айван пулнине туйса ҫав тери хытӑ асапланнипе ҫӗр тӗпне анса кайма та хатӗр пултӑм, хам айванла тӑрассинчен хӑтӑлмашкӑн ман кирек епле пулсан та вырӑнтан хускалса, мӗн те пулин калас килчӗ. Ҫук, ун пек пулас ҫук, шалт ӑнран каймалла». — Ҫитменнине тата вӑл йӗп-йӗпех… Ҫавӑнпа та ӗнтӗ, ӑна икӗ планпа та паллаштарнӑ хыҫҫӑн, Пӑван, ним иккӗленмесӗрех, Джемма планне йышӑннӑ. — Ай турӑ! Ҫапах та, шухӑшлатӑп эпӗ, ҫак инкеклӗ япала ниепле те пирӗн ҫулҫӳреве чӑрмав тумалла мар. Вӑл шӑлне шатӑр-шатӑр ҫирӗ, чышкисене хӑй умӗнче кисренӳллӗн вылянтарчӗ, урисемпе тапӑртатрӗ. Ҫав ачалла шухӑш: «Е шанчӑк ҫухалсан, пурнӑҫ хушнипе карапа пӑрахса хӑварма тӳрӗ килсен, эпӗ хамӑр уҫнӑ ҫӗре ҫитӗп» терӗ, ман шутпа, вал юлашки вӑхӑтра ҫак ҫӗр пирки кӑштах тӑнран тухма пуҫларӗ пулас. Авалхи ҫынсене планетӑсенчен пӗри питӗ те хӑратнӑ: вӑл аякри Ҫӗр ҫине хӑватлӑ туррӑн ҫиллес пӑхса выртакан хӗрлӗ куҫӗ евӗр туйӑннӑ. Хыттӑн кӑшкӑрса ярса, Дик трап тӑрӑх Уэлдон миссис, пӗчӗк Джек, Бэн, Бенедикт пичче ларакан каютӑна чупса кӗчӗ. — Хӗрарӑм — ӗҫлекен ҫын, — тесе асӑрхаттарчӗ Хорь. Вӑл пуҫне усрӗ, ӳсӗрсе илчӗ те тинех тӑна кӗнӗ пек пулчӗ. — Эпӗ ҫӳрекелетӗп-ха кӑштах, халӗ тем парсан та ҫывӑраяс ҫук ӗнтӗ… Ытти самантра пулсан, вӗсем суйласа янӑ ҫын, хыттӑн чӑмӑртанӑ аллине малалла чӑсса, кашни утӑмрах чарӑнса тӑрса, майӗпен те хӑраса утнине пӑхма кулӑшла пулӗччӗ. Горева чарӑнма хушрӗ. Старик тӗлӗннипе картузне ҫӗклерӗ. Халех каяр, кайран манӑн вӑхӑт пулмасть, — терӗ Федотка ӗҫлӗн. — Ах, ватӑ ҫӑхан, э! — Йӗри-тавра кӑшласа пӗтернӗ шӑмӑ евӗрлӗ ҫур утрав пулас ку, — тетӗп. Александр Анисимович… ырӑ ҫыннӑм, пӗтрӗмӗр-ҫке ӗнтӗ эпир! Приказра ҫапла каланӑ… — тесе пуҫларӗ те Кукушкин, сасартӑк хӑраса кӑшкӑрса ячӗ: — Комиссар юлташ… Сан ҫине нихӑҫан та ал хумӑп, эпӗ сана мӗнле те пулин кӳрентерес пулсан; чунӑм тухса кайтӑр. Анчах санӑн пӗр пӗчӗк кӑлтӑк-пур, — сӑмсу пуклак, ҫапах та ӑна тӳрлетме пулать. Эстрада ҫинче темӗн чухлӗ чечек пулчӗ, Иван Павлыч та пӗтӗмпех хӗрелсе кайрӗ, вӑхӑт-вӑхӑт мӑйӑхне тӳрлеткелесе илчӗ. Калӗ Фома: «Атя, уҫӑлса килер!» — тесе, вӑл пырӗ… Кунта ӗнтӗ пирӗн урӑх ним тумалли те ҫук. Кунта юличчен, Малахов кургана каям луччӗ. Манӑн пӑлханса кайнӑ ӑс-тӑнӑмра шухӑшсемпе сӑнарсем вӗҫе-вӗҫе иртрӗҫ; анчах килсе тухнӑ инкек ҫинчен аса илни вӗсен тӗлӗнмелле илемлӗ картине тӑтӑшах тата-тата пӑрахать, вара эпӗ каллех хама мӗн кӗтнине пӗлменнин, шанчӑка ҫухатнин тата хӑранин ниҫтан вӗҫне-хӗрне тупма ҫук сукмакӗсем ҫине пырса тухатӑп. Джемма чи малтан Пӑвана тӗрлӗ ҫын куҫӗнчен хӳтӗлессишӗн пулчӗ. — Ӑна бей хӑваласа кӑларчӗ, — хушса хучӗ Франгов учитель. Манӑн хӑшпӗр чухне ӑна ҫав тери чуптӑвас килсен те эпӗ ӑна чуптума хӑяймастӑмччӗ, аллинчен те тытмасттӑмччӗ; ку ҫеҫ мар-ха, Сережа тесе те чӗнейместӗмччӗ, яланах Сергей тесе чӗнмеллеччӗ: йӗрки ҫавӑн пекчӗ пирӗн. Ҫак сценӑна картишӗнчен пӑхса тӑнисем пурте чи хӑрушши иртсе кайнине ӑнланчӗҫ. Дэвид Ливингстон 1813 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗнче ҫуралнӑ, ҫемьери ултӑ ачаран иккӗмӗшӗ пулнӑ. Кӑшт чарӑнса тӑнӑ хыҫҫӑн Янко каллех малалла калаҫма пуҫларӗ. Шубин, каллех унпа пӗрле ларса пыраканскер, юлашкинчен ӑна вӑтантарса аран-аран чарчӗ. Вӑл никам ҫине те ҫиленмест, ҫак ҫухӑракан машинӑсем ҫине те ҫиленмест. Ҫак хӑйне евӗр литографисем ҫавӑн чухнехи илем виҫи ытла чаплах пулманнине кӑтартаҫҫӗ. Елена чиркӳсенчен ҫапакан сивӗ Инсаровшӑн сиен пуласран хӑрарӗ; анчах вӑл delle Belle Arti академийӗ ҫинчен аса илчӗ те кимӗҫе унталла тытма хушрӗ. «Вуникӗ ҫухрӑм вӑтӑр ултӑ ҫухрӑмӑн виҫҫӗмӗш пайӗ пулать, Липеца ҫитме хӗрӗх пӗр ҫухрӑм, ҫапла вара эпир ҫулӑн виҫҫӗмӗш пайӗнчен иртсе мӗн чухлӗ килтӗмӗр-ха?» т. ыт. те. Вӑл юлташӗсем ҫине пӑхса йӑл кулчӗ те ҫапла каларӗ: — Эпӗ тӑратӑп… эпӗ пӑхатӑп. — Чӑнах-и? — Женя! Ҫамрӑксемпе йӗркеллӗ калаҫсан, вӗсене хисеплесен, аслисене кӳрентерекеннисем питех те сахал тупӑнӗҫ. — Сирӗн хӑвӑрӑн кайма юрамасть, ун ҫинчен шухӑшламалли те ҫук. Эрех сутуҫи ҫиме пуҫларӗ. Ытла кичем пуласран, пурин те пӗрле ҫӳреме кирлӗ пулнӑ. — Кушак ҫури илсе килнӗшӗн аллӑра чуптума ирӗк парсамӑр, — терӗ гусар, кулкаласа, вара вӗр-ҫӗнӗ мундир тӑвӑрлакан тулли кӗлеткипе малалла туртӑнчӗ. Ну, Лёшка, кулӑш та пулчӗ вӗт! Запорожье козакне курсан, монах та кӑшт каялла чакрӗ; анчах тутар хӗрарӑмӗ ӑнланмалла мар каланӑ сӑмахсем ӑна самаях лӑплантарчӗҫ. Йывӑҫ малтан шыв ӑшне путса анчӗ, унтан ҫиеле хӑпарса хумсем ҫинче ишсе ҫӳре пуҫларӗ. Каҫ пулсанах ҫынсем, пӗр-пӗринчен хӑранипе, кил-ҫуртсем ҫумнелле тӗршӗнеҫҫӗ, тискер кайӑксемпе вӗҫен кайӑксем ҫеҫ вара, ҫынран хӑрамасӑр, ҫак пушӑ хир тӑрӑх ирӗккӗн яртлатса ҫӳреҫҫӗ. Мӗскӗн этем хӑйӗн ҫӳҫӗсене тӑлпаласа ниҫта кӗрсе кайма та пӗлмест. Ҫак самантра вӑл хӑйӗн парӑмне, Михайлова тӳлесе татма тивӗҫ парӑмне аса илчӗ. 12 тенкӗ тӳлемелле ун ӑна. Вара король майри: эсӗ кӑтартнӑ тӑрӑх король столярӗ сана юрӑхлӑ кимӗ тума пултарӗ, ярӑнса ҫӳремешкӗн ятарласа бассейн тума хушӑп, терӗ. Салтак кайнӑ иккен. Эп калаҫнӑ хушӑра вӑл ҫав бутылкӑри эрехе ӗҫсе яни ҫеҫ килӗшмерӗ мана, ҫиессе вара тутанса та пӑхмарӗ… Мӗн тӑватӑн-ха эсӗ? — терӗ Елена сасартӑк; Петров хыҫранах пынӑ. Эпӗ килни ҫинчен пӗлтернӗ хыҫҫӑн, король патӗнчен ответ малта асӑннӑ вӑхӑт тӗлнеллех ҫитрӗ. Кун хыҫҫӑн Варвара Ивановна ҫилленсе кайрӗ те мана хирӗҫ темиҫе ҫав тери ҫирӗп сӑмах каласа хучӗ. Вӗсене илтсен, манӑн хӑлхасем юнпа тулса ҫӳлелле ӳсме тытӑнчӗҫ. Унӑн пурнӑҫӗн историйӗ ахальскер кӑна. — Савнӑ тусӑм, — терӗ ӑна майор, — ку сирӗн тахҫан кӗтнӗ ӗмӗтӗр пулать тесе пире ӳкӗтлеме те ан хӑтланӑр! Вӗсем ӗнтӗ сивӗпе аптӑрама пуҫланӑ. Тепӗр тесен, мана мӗн ӗҫ? — Ҫук, хӑратӑн! Vous rêvez, mon cher! Старик майӗпен пуҫне ҫӗклерӗ. — Ҫав хӗрачапа-и? Ун аллинчи ҫӗршыв ытти государствӑсемпе ниҫта та юнашар мар вӗт. Аллӑма чуптума кӑмӑлӑр пур-и? Ватӑ негритянка унтан тем ыйтса пӗлме хӑтланчӗ, анчах ответ илтеймерӗ те, кӳреннӗ пек пулса, пӑрахса кайрӗ. Елена вӑрансан чи малтанах хӑй хаваслӑн шикленнине туйса илчӗ. — Чӗрӗ ҫынсене сутасси… Епле-ха вӑл пурте телейлӗ, пурте пӗр тан пулма пултартӑр, ытах кашни ҫын тепринчен ҫӳлерехе тӑма ӑвӑнать пулсан? Эсир вӑл мана ӳкерсе хӑварӗ тесе шутлатӑр пулӗ? Ухмантей!.. — А вӑт эсир, военнӑй юлташсем, мӗнле шухӑшлатӑр: манӑн, калӑпӑр, татах пурӑнас килет? — Халӗ вӑл, ҫав Гитлер, — хӑйне хӑй асли вырӑнне хунӑ пекрех, пуринчен те ытларах пурӑннӑ ҫын пек, ҫӑварне тӗпренчӗксем ывӑткаласа, пуҫларӗ Умрихин, — халӗ вӑл тӳрех Мускав патнелле тӗллесе пырать. — Ҫавӑн ҫинчен. Ҫӗнӗ папа ӑна халӗ ҫеҫ кардинал вырӑнӗ панӑ. Фома, ашшӗ ҫине сӑнарах пӑхнӑ та, чухласа илнӗ. «Стрелецсем», «Юрий Милославский», «Вӑрттӑн пурӑнакан манах», «Юланутпа ҫӳрекен тутар Япанча» тата ҫавӑн пек кӗнекесем ытларах ман кӑмӑла каятчӗҫ — вӗсенчен пуҫра тем тӑрса юлатчӗ: анчах святойсен пурӑнӑҫӗ ҫинчен тата хытӑрах хӗрӳленсе вулаттӑм, кунта тем кулмасӑр ҫырнӑ япала пурччӗ. Санӑн каяс килмест-и? Эпӗ хам кайрӑм. Вӗсен сарлака ҫамкаллӑ та чакӑр куҫлӑ чӑмӑр пичӗсем ытла та ыррӑн курӑнаҫҫӗ. Анчах хӗрарӑм хӑй мӗнле ҫынпа ларма тур килнине, ахӑрнех, сиссе илнӗ пулас, вӑл вара сасартӑк хӑюлланса:— Мӗншӗн эс, хуҫа, хӑна тумастӑн мана? — тесе, маттуррӑн пӑшӑлтатса каланӑ. Дантон! Авалхи вӑхӑтра кометӑсем ҫынсене Хӗвел тӗттӗмленни пекех хӑратнӑ. — Ырхан? Эсир нихӑҫан та юратман мана! Халӑх хыҫӗнче те юланутҫӑсен кӑвак кӗлеткисем мӑкӑрӑлса пычӗҫ, ик енӗпе, аллине хӗҫӗ ҫине хурса, ҫуран полици утать, тата пур ҫӗрте те амӑшӗ палланӑ шпионсен вичкӗн куҫӗсем курӑнаҫҫӗ, вӗсем пӗрмаях ҫынсене тинкерсе пӑхса хыпашлаҫҫӗ. Выльӑхсене памастӑр, пирӗн, тен, хамӑрӑн кӳлӗнсе, ӗнесене кӳлсе акмалла пулӗ те, вара пирӗнех ҫав инҫетри ҫӗрсем ҫине кайса ҫӳремелле пулать-и? Унӑн пӗтӗм кӗлетки илемленнӗ, ҫӳҫӗ те шурӑ ҫамкипе хӗрлӗ пичӗ тавра ҫӗкленерех те ҫӑрарах выртнӑн туйӑнать. «Тен, сирӗншӗн ман сӑмахсем тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗҫ», терӗ вӑл, пурте хӑйӗн ҫинелле пӑхнине курсӑн: «анчах пысӑках мар историе илтсен, эсир, тен, эпӗ ку сӑмахсене калама тивӗҫлӗ пулнине хӑвӑрах курӑр. Вӗсем патне хӗрарӑмсем пычӗҫ. Упӑшки сахал калаҫнӑ, калаҫсан та — килти ӗҫсем ҫинчен ҫеҫ калаҫнӑ, сайра хутра кӑна Наталья ӑнланман пурнӑҫ — хресченсен, помещиксен пурнӑҫӗ ҫинчен аса илнӗ. Хӑй пурнӑҫне халӗ вӑл хӑй таврашӗнчи ҫынсенчен уйрӑлса улӑштарма мар, пачах урӑхла, вӗсемпе малашне нимӗн те пӑсса яма пултараймасла ҫыхӑнасшӑн. — Тӗлӗнтермӗшле ыйту. Вӗсем хӗрлӗ командирсенчен лайӑхрах вӗреннӗ. Тирпейлӗ тута-ҫӑварлӑ, пысӑк, ӑслӑ куҫлӑ, пур енӗпе те таса сӑн-питлӗ — ҫаксем пурте унӑн асӗнче пулнӑ, вӑл ӗнер кӑна вилнӗ пек туйӑннӑ ӑна. Килте манӑн Ҫӗпӗр кушакӗ пурччӗ, ҫав тери хӑй: вӑрӑм та ҫемҫе ҫӑмлӑ… Атя, калаҫар, Нестеренко юлташ, атту вӑхӑт шӑвать, факт! Ҫаплах кирлӗ пулнӑ пуль ӗнтӗ. Доктор килнӗ чухне Джонни ҫывӑратчӗ, унтан вӑранчӗ те доктора аллине юн тымарне пӑхтарма тӑсрӗ. Чул ҫийӗпе хӑлхана хупласла кӗмсӗртете, вӗсене тепӗр экипаж хуса иртсе кайрӗ. Хушӑкӑн тепӗр енӗнче, ҫутӑ ӳкнӗ тайлӑмӑн чи тӳпинче, темӗн чӑштӑртатрӗ те мӗлтлетрӗ. — А-а-сли! — Эпӗ вӑл, чӑнах та, мӗнле те пулин усӑллӑ канаш парать пулӗ тесе! Ҫапла вара, эпӗ тӑвакан эрех ҫынсене хавхалантарма пулӑшать. Кивӗ йӗс пакур ҫак картинӑна ҫирӗплетсе паракан юлашки япала пулса тӑрать. Сасӑ ян кайнӑ пек, мустангер кӑшкӑрнине хирӗҫ тепӗр сасӑ илтӗнсе кайнӑ, ун хыҫҫӑнах ягуара персе ӳкернӗ пӑшал сасси янӑраса кайнӑ. Ман аннен хурӑнташӗсем урлӑ тата хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи тантӑшӗсем пулӑшнипе сыпӑнса кайнӑ ҫыхӑнусем ӑна ҫунатлантаракан хӑват парса тӑратчӗҫ, хӑй яланлӑхах гвардин отставкӑна тухнӑ поручикӗ пулса юлнӑран, тантӑшӗсем чин тӗлӗшпе унран нумай мала иртсе кайнӑран, вӑл ӑшӗнче вӗсем ҫине ҫиленетчӗ. Эпир кукӑр-макӑр ҫулпа малалла хӑпаратпӑр. Мӗн пулать — пултӑр! Хӑйӗн кӑкӑрне тилле чавтаракан спарта ҫынни е ҫара алӑпа вӗри кӑмрӑка тытса тӑракан рим ҫынни те хӑйсене Бенедикт пичче пек лӑпкӑ тытман. Бенедикт пичче, паллах, ҫав икӗ паттӑрӑн ҫывӑх тӑванӗ! 1863 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнче вӑл пилӗк ҫынна ертсе тухса кайнӑ. — Ирпе каяттӑрччӗ, пит аван пулатчӗ, — тенӗ старикӗ те ун хыҫҫӑн. Вӑл хӑй ҫине витнӗ ҫӗрнӗ шурӑ виттине сирсе ярать те, пуҫне ҫӗклесе Монтанелли ҫине пысӑк куҫӗсемпе пӑхать. Иван Иваныч П патне чупса пынӑ та, сӑмсипе кантраран тытса, чан ҫапма пуҫланӑ. — Бристольре, банксенче тата ытти вырӑнсенче, — ответлерӗ матрос. Вӑл хӑйӗн хучӗсем хушшинче чакаланма тытӑнчӗ. Пурӑнатпӑр-и е ҫук-и? Пирӗн калаҫу ҫинчен Давыдова пӗлтерме пултаратӑр, урӑх никама та пӗр сӑмах та каламалла мар! — Вилетӗн пулсан та ирӗке тухмалла иккен, — виртлешерех каласа хучӗ Нечо Пиронков. Ку вӑл — авалхи чаплӑ хула… — Афин хули те ҫавӑн пекех пулнӑ, — терӗ ӑна хирӗҫ кӑшт кулкаласа синьора Болла. — Утнипе вӑл, — терӗ Вася. — Килтех. Хур малтанхи пекех сӑмсине карса тата ҫунаттисене сарса ларнӑ. Куҫӗсем унан хупӑ пулнӑ. Мана ҫак сӑмаха тӗрӗсрех калама вӗрентес тенӗ пекех, тимӗр кӑвак лаши ҫак сӑмаха тата икӗ хутчен каларӗ. Барахо пӑхӑнать. Ун вырӑнне эпӗ сире примус пама пултаратӑп. Станци коменданчӗ хушнипе хуларан шоссе тӑрӑх нимӗҫ салтакӗсене тиенӗ грузовиксем киле пуҫларӗҫ. Ольга Женьӑна ҫилленнӗччӗ, ҫавӑнпа юлташӗпе сахал калаҫрӗ. Вӑл пулӑшса тӑнипех ун тӑванӗ флота хай ирӗкӗпе кӗрет, вара тинӗс прапорщикне тухма экзамен парать. Алексей аллисем ҫине ҫӗкленчӗ те, пистолетне ҫӗр ҫумӗнче тытса, сӑнама пуҫларӗ. Джон Мангльс кирлӗ хушусем пачӗ те, матрос вӑл мӗн хушнине капитан помощникне пӗлтерме тухрӗ. Куратӑн-и эсӗ ҫак чӗнӳ хутне, ҫак саспаллисене? R. S. V. Р.? Вӑл тӗрӗс тунине туятӑп, анчах ун пек тума пултараймастӑп. Эпӗ хӗрарӑмсем ҫинчен ытла та нумай шухӑшлама пуҫларӑм, пурне кайнӑ ҫӗре манӑн та тепӗр праҫникре каяс мар-ши? — тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ ӗнтӗ. — Анчах эпӗ хама питӗ телейсӗр тесе шутлатӑп. Брильянчӗсем мӗне кирлӗ-ха мана? Эсӗ мана ҫӗр долларне ҫеҫ пар, брильянчӗсем мана ахаль парсан та кирлӗ мар. Акӑ вӑл нумаях та пулмасть Петр ларнӑ еннелле пӑхса илчӗ… Ку халлӗхе никама та паллӑ мар-ха. Манӑн тункатаран тункатана сике-сике каҫма тиврӗ; урасем вӗсене хупласа илнӗ ҫӑра хӑмӑр мӑкра ҫемҫе кавир ҫинчи пекех путаҫҫӗ. Хӗвел пӗҫертме пуҫлать. — Апли апла та-ха… Кимӗн тӗпне тип упа сарри сарнӑ. Вӑл пултаруллӑ ӑслӑ, кирлӗ пӗлӳсене пурне те хӑвӑрт ӑнкарса илет. Эпӗ дворянин та мар, помещик та мар. Яланах малалла! — Ну, тав турра эппин! Выртсан-выртсан пурте йывӑр ыйӑхпа ҫывӑрса кайрӗҫ. Ултӑ ҫын сӑрт тайлӑмне улӑхса кайса, кашни хӑйӗн тӑваткалӗнче мӗнпур вӑйне ҫавӑнта хурса шыравсем тума пикенчӗҫ. Вӗсем ишӗлсе аннӑ ҫӗрсен сылтӑм чиккинчен каҫмарӗҫ, кӑшт ҫеҫ тӑпра купи пулсан та унта пырса пӑхмасӑр ирттермерӗҫ, сӑртсен ишӗлчӗкӗсемпе ҫурри тулса ларнӑ авӑрсене анса вӗсем унтан чӗп-чӗр юнлӑ ал-урасемпе тата таткаланса пӗтнӗ тумтирсемпе тухрӗҫ. Вӗсенчен кашниех пурӑнӑҫне шеллемесӗр пӗрре ҫеҫ мар вилӗм ҫине тӑчӗҫ. Эпӗ хам сисмен ҫӗртенех хӗҫ аврине чӑмӑртаса, ӗнер ӑна хамӑн савнине хӳтӗлеме тенӗ пекех, унӑн аллинчен илнине аса илтӗм. Ку сана, ачам, пирӗншӗн пурне те тунишӗн паракан начар награда пулӗччӗ. Анчах эпӗ хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сан пек сӗтӗрӗнсе ҫӳреместӗп! — Тӗрӗссипех калас пулать ӗнтӗ, Николай Еремеич, ӗҫӗ пӗтӗмпе те пӗр эрнелӗхе ҫеҫ, усрасса уйӑхӗпе тытса усраҫҫӗ. — Калаҫса татӑлтӑмӑр эппин — эсир ман пата, хулана пыратӑр. Хӗрарӑм йӗпе тата пулӑ пек сивӗ пулнӑ, анчах унӑн сывлӑшӗ вӗри пулнӑ, вӑл питҫӑмартисене пӗҫертсе, кӑкӑра чарусӑр савӑнӑҫпа тултарнӑ. — Эс ӑна тытма хӑтланса пӑх-ха! — Юн ямалла ӑна, унӑн пуҫ мимине юн кайнӑ, — астутарчӗ Панталеоне текен старик. Шухӑшлӑр-ха: ҫавӑн пек ӗҫшӗн хӑвӑн ятна яма тата малашнехи пурнӑҫна пӑсма кирлӗ-и? Аптӑрасса эсӗ, чӑн та, нихӑш енчен те аптӑраман боец, анчах нӑйкӑшма пуҫлатӑн та — илтес килмест. Шурлӑх кайӑкӗ пек нӑйкӑшан. Асса кайнӑ тӑвӑл ҫак минутра тата вӑйлӑрах ҫӗкленчӗ. Пурте калама ҫук тӗлӗнсе кайрӗҫ. Приливпа тарӑнланнӑ шыв яхтӑна, паллах, ҫак инкеклӗ вырӑнсенчен тӗпне тивертмесӗр ирттернӗ пулӗччӗ. Анчах темӗн пысӑкӑш хумсем, суднона пӗрре ҫӗклесе илсе тепрехинче тӗпсӗр авӑра антарса яраканскерсем, ӑна кирек мӗн тусан та тӗпне ҫаптармалла. Пӗрре вӑл мана хӑйпе картла выляма сӗнчӗ, эпӗ пӗлместӗм. Юлашки кунсенче пулса иртнӗ ӗҫсем ӑна ывӑнтарса ҫитерчӗҫ, ҫавӑнпа та халь, хӑй валли хула тулашӗнче, кунта пулакан хурлӑхлӑ ӗҫсенчен инҫетре пурӑнма май пуласси ҫинчен илтсен, вӑл савӑнсах кайрӗ. Эпӗ иртерех таврӑнӑп. Эпӗ сансӑр пурӑнма пултараймастӑп. Эпӗ ун кӗрӗкне хывма тытӑнтӑм. Мӗн тӑвас-ха? Килте ларса турра кӗлтӑвас вырӑнне, фараон евӗр, урапа ҫинче тӗрлеттерсе ҫӳретӗп… — Мӗнле сӑмах каларӑн-ха ҫак эсӗ? — пӗлесшӗн пулчӗ Бесхлебнов. Ҫамрӑк вельможа хӑй тавра художниксене, поэтсене, учӗнӑйсене пӗрлештернӗ. Анчах ку вӑраха пымарӗ, пӗр эрнерен унӑн арӑмӗ Щукарь мучи патне ҫӗрлесенче ҫамрӑк хӗрарӑмсем ҫӳреҫҫӗ тенине илтрӗ те, ӑна пӗтӗм халӑх умӗнче намӑслантарса килне сӗтӗрсе кайрӗ. Эпӗ сире хаваспах каласа кӑтартӑп. Сулахай енчен ҫывӑхах Умрихин пырса тӑчӗ. Вӑл чӗрех юлать, вӑл унӑн хутаҫҫине ҫиҫсе тӑран тинӗс ҫинчи карап патне илсе ҫитерет. — Вӑл Воропаев енне ҫаврӑнчӗ: — ыранхи кун эсӗ вырнаҫӑн, хатӗрленӗн, ырантан тепӗр кунне колхозсене кайӑн. Король пире юханшыв варриперех пыма хушрӗ, хуларан иртиччен хунар ҫутма чарчӗ. Телейсӗр делегаци Голуба тӗл пуласса кӗтмен, ҫавӑнпа часах куҫ умӗнчен тасалма васкарӗ. Шӑпах ҫак вӑхӑтра такам ман хыҫра пусма тӑрӑх анать. Унта кунсерен ҫӗршер метр тӑршшӗ ҫул хывса пыраҫҫӗ. Елена пӗр сӑмах чӗнмесӗр каялла ҫивитти айне чакрӗ. Юнашарти тӑкӑрлӑкран Любишкин ҫаврӑнса тухрӗ. Сывӑ пул, — терӗ те сип-сивӗ аллине пачӗ. Пӗрре шуралать, тепре хӗрелет, анчах — чӗнмест. — Мӗн тумалла-ха пирӗн? — тесе ыйтрӗ плантатор, ним тума аптӑранине палӑртакан сасӑпа. Господин Зверков хӑйӗн сӑмахне каласа пӗтереймесӗрех пуҫне пӑрчӗ те, ирӗксӗрех, пӑлханса кайнине систермесӗр, хӑйӗн плащӗпе лайӑхрах чӑрканса ларчӗ. Авкаланчӑк кӗмӗл йӗрсем, ҫипсем чупа-чупа иртеҫҫӗ. Акӑ кӗҫех тӑрмаланчӑк кӗтесӗн, сакӑлталлӑ хысакӑн янкӑр кӳлепи тухма пуҫларӗ. Вӑл юратнӑ ӑна, лайӑх юратнӑ, ҫавӑнпа та хӑйӗн ун пек тивӗҫ ҫук, вӗсене Ольӑпа иккӗшне пӗтӗҫтерсе тӑракан пур ҫыхӑсене те унӑн хӑйӗн касса татмалла, тӳрех, яланлӑхах татмалла, ҫапла тунипе Ольӑна пулас вӑхӑтри йывӑр пурнӑҫран ҫеҫ мар, иккӗленӳ асапӗсенчен те хӑтармалла, тесе шут турӗ вӑл. Мӗншӗн-ха вӗсем валли сирӗн каюта ҫывӑхӗнче койкӑсем туса парас мар? Ку иккӗмӗш, — терӗ вӑл. «Нимех те мар! — терӗ Озеров хӑйне хӑй, шӑлӗсене ҫыртса. — Айӑплӑ, пӗр минутлӑха, — сасартӑк пӳлчӗ ӑна Осадчий. Вӑл мана хӑйӗн нихҫан илтмен «широта», «шхуна», «фрам» тата чӗрене ҫемҫетекен «сире пӗлтерме васкатӑп»… Новороссийскра пӗр-пӗрне ҫухатнӑран вара сирӗн ҫинчен пӗр хыпар та илтмен. Пурӑнма юлса Пӑван пек ҫав ытла та капӑр галстуксем ҫыхакан, калама ҫук йӗплӗ чӗлхеллӗ Пӑван пек пуличчен, вилни пин хут лайӑх. Морис ҫак хӑравҫӑ чӗрчунсен йӗрӗнмелле хаярлӑхне курса тӑнӑ. Пӗтӗмпех чаваласа пӗтернӗ унта, ним тупма та ҫук. Халь ӗнтӗ ҫав «урӑххи», аслатиллӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ тӳпене сарӑлнӑ пек, ун ҫийӗн капланса явӑнать. Анчах Давыдов васкамасӑр, пурте пӑхса тӑнӑ ҫӗртех пӗр тӗлте чарӑнса тӑчӗ, ҫиле хирӗҫ ҫаврӑнса шӑрпӑкне чӗртрӗ. Алӑк хӑлӑпӗнчен тытсан, вӑл сасартӑк каялла ҫаврӑнса тӑчӗ те хуллен кӑна:— Сире чуптума юрать-и? — тесе ыйтрӗ. Икӗ каҫ хушшинче Гремячири ӗне-выльӑхсен хисепӗ ҫурри кӑна тӑрса юлчӗ. Манпа пӗрле ҫӳрекен тарҫӑсенчен пӗри мана хӑй сӑмса тутрипе тӗплӗ шӑлса тасатрӗ, анчах Глюмдальклич мана хамӑр киле таврӑничченех ещӗк ӑшӗнчен пӗртте кӑлармарӗ. Эпӗ, хӑйне йӗркеллӗ тытма вӗрентнӗ хӗр, тӗрлӗ сӑлтавсемпе килтен пӗччен тухса, — кам патне-ха тата! — ҫамрӑк ҫын хваттерне кайма пултарасси ҫинчен кама та пулин каланӑ пулсан, мӗнле тарӑхнӑ пулӑттӑмччӗ! Ваҫили Андрейча вӑл темӗскер каланӑ пек туйӑннӑ. Варя ҫук. Ромашов ун ури ҫумне выртрӗ, ҫӗрӗ кунта самаях тайлӑмччӗ те, ҫавӑнпа вӑл, Шурочка ҫине пӑхнӑ май, унӑн мӑйӗпе янахӗн ачаш та паллах мар ӗлкине ҫех курма пултарайрӗ. Ҫынсем тискер стихийӑпа кӗрешеҫҫӗ. Унпа вӑрҫса-харкашса пурӑнма-и? Сасартӑк пӗҫҫине аллисемпе шарт ҫапса салтаксем еннелле ҫаврӑнчӗ те — чӑмӑртаннӑ аллине тӳпенелле ҫӗклесе хӑвӑрт-хӑвӑрт темӗн калама пуҫларӗ: — Аиу, — хуравларӗҫ салтаксем ӳлекен сасӑпа. — Курӑнсах тӑрать, — терӗ Паганель. Ҫар чӗлхипе каласан, кунта вӑл тылран пырса тухрӗ, ҫавӑнпа та ӑна никам та асӑрхамарӗ. Санатори патнелле ҫитсен, вӑл пысӑк крыльца патӗнче тӑракан ҫынсем лӑках ларса тулнӑ икӗ автобус тавра пухӑннӑ шавлӑн калаҫакан халӑх хушшинче ҫухалчӗ. Башньӑн иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш хутӗнче тӑракансен юлашки татӑклӑ ҫапӑҫӑва кӗмелле. «Пилигрим» ҫинче ун командинчен пӗр ҫын та юлмарӗ. Мана гостиницӑра пӗр виҫҫӗр квадрат футлӑ чи пысӑк пӳлӗмре сӗтел ҫине тӑратрӗҫ. Джим кимме ҫуса тасатрӗ те, эпӗ, унта кӗрсе ларса, кӗсмен тытрӑм. Вӑл документ мӗне пӗлтернине эсир питӗ лайӑх ӑнланатӑр. Пер ҫирӗм минутӑран картина улшӑнса кайнӑ. Каҫхи йӑм хӗрлӗ тӗксӗм шуҫӑм ҫути тӳпе ҫуррине юхса сарӑлчӗ. Ун вӗҫӗнче, алӑкра, хӑравлӑн кулкаласа Гусев тӑрать: — Курӑр-ха — мӗн пулса иртет вӗсен… Ылтӑн парсан та эпӗ нимӗн ҫумне те тӗкӗнес ҫук! Халӑх та ун ҫине тинкерсе пӑхать, анчах вӑл вӗсен тӗлӗнче ним хускалмасӑр, хайӗн шурӑ тумтирне тӑхӑннӑ мӗлке пекех тӑчӗ. — Йывӑр-им сире калама? «Турӑ пулӑшсан, ҫак кӗркуннех юхтарма пуҫлӑпӑр. Ҫапла тискеррӗн кӑшкӑрашсах тӗрӗксен кӗтӗвӗ Бяла Черквана таврӑнчӗ. Испанецсем тахҫан пӗрре Арауко хулине илнӗ пулнӑ, анчах унӑн ҫыннисем пусмӑр аллине кӗмен, ҫавӑнпа та питӗ хаярланса кӗрешнӗ. Хула хӳттишӗн тӗреклетнӗ сӑрт ҫинче кӑвак пир ҫине шурӑ ҫӑлтӑр ӳкерсе тунӑ Арауканин ялавӗ халӗ те никама та пӑхӑнманлӑхне палӑртса мӑнкӑмӑллӑн вӗлкӗшсе ларать. Ҫул ҫинче вӗсене ҫуна кӗтсе тӑнӑ. — Итлетӗп, — тенӗ тарӑннӑн сывласа Тимофеич. Пӳртрен тухсан, вӑл икӗ аллипе хӑйӗн картузне тӑхӑнса лартнӑ, вара хапха умне тӑратнӑ хӑлтӑр-халтӑр урапи ҫине хӑпарса ларса малалла юрттарнӑ, анчах каясса хула еннелле кайман. Уйӑх анман-ха, тӳпере тӑтӑшах пӗлӗт татӑкӗсем шӑваҫҫӗ пулин те, вӑл ҫурт тӑррисене, шурӑ стенасене ҫутатать. Тулта кулни, кӑшкӑрни, тапӑртатни, шӑнкӑравсен сасси илтӗнет. Ҫаксем ҫумне тата чаплах мар оркестр ҫухӑрашнипе параппан шантӑртатни хутшӑнать. Халӗ ӗнтӗ калаҫса татӑлма та юрать. Вӗрентӗ вӑл сана… Дик юлташӗсене хӑйсем Боливи ҫӗрӗнче маррине пӗлтерес темерӗ, анчах американецӑн ултавне пытарма шухӑшламарӗ те. Географине аван вӗреннӗшӗн Лахлан ачи Толинене панӑ пирвайхи награда». Юланучӗ ҫавна ним те астуман пек туйӑннӑ. Юрлакансем патӗнчен шартах чакса, Фома вӗсем ҫине сехӗрленнӗ пекех пӑхса тӑнӑ, юрӑ ун кӑкӑрне сиксе вӗрекен хум евӗр капланса кӗнӗ, юрӑри хуйхӑн урнӑ вӑйӗ унӑн чӗрине ыраттарса хӗстернӗ. Ку тӗтре марри хӗвелӗн пӗрремӗш пайӑркисем пӗлӗтре пӗр ҫырантан тепӗр ҫырана асамат кӗперӗ ывӑтсан паллӑ пулчӗ. Унтан вӑл хӑйне шыв хӗрринчен уйӑрса тӑракан уҫӑ вырӑна куҫпа виҫме пуҫланӑ. Унӑн темиҫе хутчен те каялла таврӑнас килчӗ, анчах пӗр тытнӑ шухӑша каялла тума хӑнӑхманскер, таврӑнмарӗ. Тимофейӑн ачаш сӑмахӗсем ӳпкелешсе пӑшӑлтатакан тирек ҫулҫисем пекех илтӗнчӗҫ — текех илтеймест ӗнтӗ вӗсене Лушка. Мӗне кирлӗ эпӗ сана? «Вӑл куракан пулчӗ, ҫапла, ку тӗрӗсех, — куракан пулчӗ вӑл», — шухӑшлать Макҫӑм. Пӳртсене резинӑран туманнипе вӗсем сарӑлма пултарайманни пирки шеллесе философилле калаҫнӑ хыҫҫӑн, юлашкинчен комендант ҫӗнӗ ҫынсене пирвай тӗл пулнӑ пӳртех тӗртсе кӗртсе ячӗ:— Ҫакӑнта ҫӗр каҫӑр, ыран йӗркине тупӑпӑр, — терӗ вӑл. Анчах акӑ Атлантида ҫийӗн хӗвел тухӑҫӗнчен килнӗ пӗлӗт йӑтӑнса тӑрать. — Ман Негоро тусӑм нумайччен урӑх ҫӗрте пулнӑ хыҫҫӑн Казонде патшине курма пит хавас. — Тупа тусах калатӑп сире, ҫаксем йӑлт пӗтӗмпех тӗрӗс, ҫитменнине тата, лайӑхрах ӗнентерес тесе, эпӗ сире ҫак господинӑн ятне те каласа парӑп, тен. Эпӗ ҫыран хӗрринчен инҫете кӑтартакан труба витӗр пӑхса асӑрханӑ утрав патнелле ҫул тытрӑм. Ҫав утрав ҫинче эпӗ хам ӗҫлесе тупнӑ укҫапа тӑранса пурӑнма ӗмӗтленнӗччӗ. Люба кирек хӑҫан та уҫӑ кӑмӑллӑ, хӑйне вӑл хӑй пӗлнӗ пек тыткалать; Катя вара такам пек пулма тӑрӑшнӑн туйӑнать. Люба яланах тӳррӗмӗн пӑхать, хӑшпӗр чухне хӑйӗн пысӑк хура куҫӗсене кам ҫине те пулин тӗллет те чылайччен тинкерсе пӑхса тӑрать, ҫакӑншӑн ӑна: ку ҫынна хисеплеменни пулать, тесе ятлаҫҫӗ; Кӗллӗхсем ҫинче Аолсен ҫӗнӗ ял-хули ҫӗкленет. Эпӗ ун ҫине пӑхса илтӗм. Мана та котлет валли туранӑ пулӑттӑр-и е хӑвӑр патӑра чура тума илнӗ пулӑттӑр-и? Эпӗ инҫе каймастӑп, анчах ҫапах та санӑн сассуна илтмӗп, тен. — «Дункан» ҫине ҫитсенех хӗвелтухӑҫнелле ҫул тытатпӑр та крушенипе инкек курнӑ ҫынсене тупиччен вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе тӗнче тавра ҫавӑрӑнса каятпӑр! Вунӑ сехетре прилив палӑра пуҫларӗ. Тӗллӗн-тӗллӗн хумсем вӗсен чӗркуҫҫийӗсене пыра-пыра ҫапаҫҫӗ, вӗсем, суллана-суллана, юханшыв тепне урисемпе аран-аран хыпашласа тупса утаҫҫӗ. Турӑ ҫакна курать тата ҫакна пӗлет, ҫакӑ пӗтӗмпех ун ирӗкӗнчен килет, эсир ҫеҫ шел маншӑн, ачамсем! — вӗҫлерӗ хӑйӗн сӑмахне Карл Иваныч, мана алӑран хӑй патнелле туртнӑ май пуҫран чуптуса. — Итле-ха, Джим е эсӗ Сильвера курсан, Бен Ганна ун аллине сутмӑн-и? Кӑранташ фабрикин директорӗ те «Пионер» ятлӑ миллион кӑранташа вӗҫе-вӗҫҫӗн хурса кайма пултарать. Ҫав кӑранташсен тӑрӑхӗ Мускавран пуҫласа Калинин хулинчен те иртсе каять — унӑн тӑршшӗ 180 километр пулать. Ҫӗнӗрен пулнӑ татӑксем витӗр базальт массисем сирпӗнсе тухнӑ — вӗсен палла тӗслӗхӗсем эпир пыракан ҫул ҫинче нумай тӗл пулчӗҫ. Мэри, савнӑ Мэри! — Ҫапла ҫав, — тесе калаҫма тытӑнчӗ будочник, ҫӑмлӑ кӑкрине хыҫкаланӑ май ман ҫине шухӑшлӑн пӑхса. Ытти сакӑр тӳмине мундир ҫине вара карчӑксем нимӗҫ пӑрҫи лартнӑ пек — пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ылмаштарса лартса тухнӑ. — Кала эсӗ ӑна, «пӗр-пӗринпе паллашнӑ хыҫҫӑн ҫеҫ», — те, тата «манӑн хамӑн сӑлтавсем пурри» ҫинчен кала. Эпир тӗрӗксен правительствине хирӗҫ пӑлханма чӗнетпӗр, вӗсен «апостолӗсем» пӗтӗм пӑлхар халӑхне пӗтерме чӗнеҫҫӗ. Чӑнкӑ ҫыранпа анчӗ, вырӑнне вӑл лайӑх пӗлет пулмалла. Ку хутӗнче ӑна хырӑмӗнче темӗн касма пуҫланӑ пек туйӑнса кайрӗ, вӑл хытӑрах ыратма пуҫлать пулӗ тесе ӗмӗтленсе хӗпӗртерӗ. Мартини хӑйне ҫак пӗчӗкҫӗ хӑна пӳлӗмӗнчи пек ниҫта та телейлӗ туйман. Елена шӑпах хӑйӗн дневникӗ ҫине ҫак юлашки сӑмаха ҫырса хунӑ кун Инсаров Берсеневӑн пӳлӗмӗнче ларчӗ, Берсеневӗ вара ним ӑнланмасӑр ун умӗнче тӑчӗ. — Мӗншӗн? — ыйтрӗ директор Павел ҫине пӑхмасӑрах. Ҫӗр хытӑран та хытӑрах чӗтресе, кӗрлесе тарать, нимӗҫсем енчен пуля кӗтӗвӗсем ши-ши-и! шӑхӑрса, окоп тӗлӗпе вӗҫсе иртеҫҫӗ… Мересьев канма каймарӗ, мӗншӗн тесен аэродромра, ҫил типӗ хӑйӑрлӑ тусана ҫӗклесе вӗҫтернӗ ҫӗрте, унӑн вырнаҫмалли «9-мӗш А» класринчен ӑшӑрах пулнӑ пек туйӑнчӗ. Ҫавӑнтан вара темиҫе ҫул иртрӗ. — Паллах, ӑсран пулсан авантарах! — Маттур, Фома! — пикенсех каланӑ Игнат, ывӑлӗн ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен пӗлсен… Ҫитет ӑна тӗрлӗ йӗрӗнчӗк ҫынсен умӗнче пилӗкне авма, анчах эсӗ асту, Павка, ҫын пек пулма тӑрӑш. Хӗрхенӳсӗр ҫынпа вӑл вӑйӗ пӗтичченех кӗрешме шутларӗ, ҫавӑнпа та тепӗр кунӗнче тыткӑнҫӑ каютине хӑй кайрӗ. Ах, ҫакна-и? — ыйтрӗ Сухарько. Кун пирки никам та татӑклӑ калама пултараймасть. Шубин ун ҫине тинкерчӗ. Мана дневник мар, Катя кирлӗччӗ, ӑслӑ та вичкӗн, хама шанса та савса тӑракан Катя кирлӗччӗ. — Ҫитӗ-ҫке ӗнтӗ сана аташма!» Вӑл ялан хырӑнса сухал уссине кӑшт ҫеҫ хӑварнӑран, аялти тути айне те пӗр чӗптӗм кӑвак сухалне ҫеҫ хӑварса ҫӳренӗрен, пир-авӑр тӗртекенсем ӑна «Нимӗҫ» тесе чӗнетчӗҫ. — Эсӗ Бирюк пулатӑн иккен-ха, — терӗм эпӗ тепӗр хут. — Ун ҫинчен эсӗ манпа калаҫман та, Артур! — Хӗнтерех, ваше превосходительство, ӑна вӑл законлӑ йӗркепе илнӗ пулӗ. Сайра-хутра унӑн хунарӗ ҫутӑлкаласа илет, йӑлт! ҫутӑлса илет те, унӑн ҫути шыв ҫине ӳкет, ҫынсем хускатни вӑйлӑ юханшыв ҫинче вара йӑл-йӑлт! ҫутӑсем курӑнса каяҫҫӗ. Эпӗ вӑл чипер тӑн-пуҫлӑ, туйӑмлӑ хӗр иккенне пӗлсе ҫитрӗм. Каҫхине, Ҫавра-Университет урамӗнчи ҫуртӑн алӑкӗ патне ҫитсе, Павел ҫӳлелле пӑхса илчӗ. Ҫивиттисем ҫумӗнчи шӑн пӑр, хӗвел питтинче ирӗлсе, юлашки тумламӗсене пӑтлаттарать, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра йывӑҫсем папка кӑлараҫҫӗ, картишӗнчи сукмак типсе ҫитрӗ, шӑнса ларнӑ тислӗк купипе вите хушшинче тата крыльца ҫумӗнче чулсем хушшипе мӑк пек курӑк шӑтса тухрӗ. Джемма хӑвӑрт сиксе тӑчӗ те, урама пӑхасшӑн пулнӑ пек кармашса, ӑна хӑйӗн кӗлеткипе хупласа, чӳречене уҫса ячӗ. Шурӑ Кашкӑр унпа килӗшнӗ. Марья Николаевна чӗнмесӗр ларчӗ те веерне айккинелле пӑрахрӗ. — Суздальре монастырьти йытӑ вӑрӑсене шӑршпа уйӑрса илетчӗ, — аса илчӗ манах. Эпӗ хам ҫапла шутлатӑп, вӗсен кӗтӗвӗсене сиен тӑвакан харампыр кӑпшанкӑсем кунта миллиарчӗпе пулаҫҫӗ, вӗсем ҫавсене пӗтерес тесе вара курӑка тивертсе яраҫҫӗ. Алвишӑн, ытти чура сутуҫисен Муана патшана ларнинчен пӗрре те хӑрамалла мар. Кӗнеке вулани вӑл — аван, пур ҫӗрте те виҫине пӗлес пулать: хӑшпӗрисем ытла вуласа ухмаха та каяҫҫӗ, турра ӗненме те пӑрахаҫҫӗ… — Вӑл лӑпкӑ ҫын. — Ну, тӳстӗрех эппин. — Тепӗр сӑмах ҫеҫ кала, эпӗ санпа ҫапӑҫма тытӑнатӑп. — Вӑрӑ-хурахсене тӑлӑх арӑм килӗ патне ҫитичченех хыҫран йӗрлесе пыраканни Гек пулнӑ. Уланӑ пулӗччӗ-и? Ыттисем ҫине пӑхса Синопа та ӗҫе тытӑннӑ. Вӑл ҫавӑнтах чӳрече патне чупса ҫитрӗ… — Манӑнне те сӗнетӗр иккен, — тесе хушса хучӗ вӑл. Тепӗр вунпилӗк минутранах пӗчӗк отряд Саликас хӗррине ҫитсе те тӑчӗ. — Эсӗ Лушкуна тӳрӗ ҫул ҫине кӑларма тӑрӑш-ха, унсӑрӑн вӑл хӳрине ҫавӑрса ҫыртӗ те ӗрӗхсе кайӗ! Вӑл хӑйӗн хурлӑхлӑ, ытарма ҫук кӑмӑллӑ куллипе йӑл-йӑл кулать, икӗ аллипе ман пуҫа тытать, мана ҫамкаран чуптӑвать те чӗркуҫҫийӗ ҫине лартать. Вӑл вӗсене темиҫе сӑмах калама ӗлкӗрчӗ. Пӗр самантлӑха вӑл старике, кивӗ шарманкӑна, кофейнӑйсенче ҫывӑрнисене, сивӗ ҫӑлсем патӗнче апатланнисене асне илчӗ. Наталья ҫумӗнче Ольга горничнӑй пек туйӑннӑ, анчах та вӑл, Наталья пек, краҫҫын ламписенчен хӑраман, вӑл краҫҫына хӑйсене хӑйсем вӗлерекен ҫынсен ҫӑвӗнчен студентсем шӑратса тӑваҫҫӗ тенине те ӗненмен. Хӑшпӗр чӳречесенче хӑй ҫути йӑлтӑртатать. Сывлӑшра кизяк, чапра тата тӗтре шӑрши. Ку вӑл Негоро пулчӗ. Эленпа Мэри пӗр сӑмах та тавӑрса калама пӗлмерӗҫ. Ларса канас теместӗр-и? Август уйӑхӗччӗ, йывӑҫсем ҫинчен ҫулҫӑсем тӑкӑнма пуҫланӑччӗ. Кӑвакарчӑнсем вӗҫсе килнӗренпе унӑн ӗҫӗ палӑрмаллах хутшӑнчӗ: вӗсем валли вӑхӑтра апат сапса памалла, алӑк умӗнчи шыв кӳлленчӗкӗ часах типнине пула чашӑкри шыва улӑштарсах тӑмалла тата хӑйсене хӳтӗлеме пултарайман мӗскӗн кӑвакарчӑнсене сыхлама хуралта тӑмалла пулчӗ. Халӗ ӗнтӗ вӗҫсе каймаҫҫӗ». Эпӗ ун ҫумне пырса ларса тем ҫинчен ыйтсассӑн, вӑл ман ҫине пӑхмасӑр:— Аяккалла сирӗл, ача! — тетчӗ. Нихӑҫан иртсе пӗтмен сунас е сӑмсинче полип пур пекех нӑрлатать вӑл: «Пан панне греп хӗрӗ». Ҫав вӑхӑтра Петерсон Ромашов енне ҫаврӑнчӗ те ун ҫине куҫӗсене хӗссе чӑрсӑррӑн пӑхрӗ. Ҫакӑн пекех кунта юлма шут тытнӑ козаксем хушшинче те питех те, питех те маттур козаксем сахал мар. Куренныйсенчен Демытрович, Кукубенко, Вертыхвист, Балабан, Бульбенко Остап юлаҫҫӗ. Эпӗ тӗтӗмне хуралса ларнӑ кӑмака ҫамки ҫинелле, шӑнасем вараласа пӗтернӗ чашкӑ-тиркӗ шкапӗ ҫинелле ҫавӑрӑнса пӑхатӑп, — кухня калама ҫук чыссӑр, хӑнкӑласем пит нумай, ӑшаланӑ ҫӑвӑн, кӑраҫинӑн тата тӗтӗмӗн йӳҫӗ шӑрши ҫапса лартнӑ. Хӑй юратакан пӗр юррӑн варринче унӑн сасси сасартӑк чӗтренсе илчӗ, вара вӑл, юрлама чарӑнса, балалайкӑн хӗлӗхӗсене анчах тинкӗлтеттерсе ларчӗ. Ванюк ассӑн сывласа ячӗ. Вӑл унпа курнӑҫас сивӗ татӑклӑн йышӑнса хучӗ. Анчах пӗр енӗпе ҫеҫ иккӗленет: мӗнле йышӑнӗ вӑл учитель хӑй кӑмӑлӗ ҫинчен пӗлтернине — аристократла йӗрӗнсе-и, кӑмӑлпа йышӑннине систерсе-и, кулӑшпа шӳтлесе-и е нимӗн чӗнмесӗр? Ун чухне Каблешков апостол марччӗ-ха. — Ак ҫитрӗмӗр те, анчах таҫта, — тенӗ Миките. Эпӗ тӳрех крепоҫе каятӑп. Софья, каялла ҫаврӑнса, шӑллӗнчен хуллентереххӗн:— Кӑмӑла кайрӗ-и? — тесе ыйтрӗ. Йӑсласа тӑракан хӗрарӑмсем шӑпланчӗҫ, хӑш та хаш сывлакалама тапратрӗҫ. Э? Хӑй кунчченех курнӑ ӳкерчӗке курса, амӑшӗ пуҫне сулкаларӗ те, Николай темле улшӑннине туйса, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. Тӗттӗмленет ӗнтӗ, часах тухса кайма пулать. Аван-и? Пан кашниех пичкӗре эрех тесе шутлассине пӗлмест-и вара?» «Ҫав ҫынсемпе йӑлтах аптраса ҫитрӗм ӗнтӗ, тет, — терӗ Нина Капитоновна, куҫне мӑчлаттаркаласа. Эсир ӑна курас тетӗр иккен: упа пекех кӑнттам ҫын вӑл, — терӗ феерверкер. Акӑ гавань… Хӑй ӗҫне лайӑх пӗлекен кашни врачах ҫав чиртен сыватма пултарать. — Эсӗ хӗре тӑруках хӑратса ан пӑрах, тарса кайӗ. — Мӗнле Ледков юлташ тетӗн? — А ку мӗн? Автор императора, патша ҫумӗнчи чаплӑ дамӑсемпе кавалерсене темле тӗлӗнмелле мыскарасемпе йӑпатать, лилипути патши ҫуртӗнчи тӗрлӗ йӑпанусем ҫинчен. Ыттисем пурте Шуяра, Владимирта ҫеҫ пулнӑ; Ирландецӑн куҫӗсем каллех ҫав астаракан кӗтеселле сӗмсӗрленсе пӑхма пуҫларӗҫ. — Мӗнле! эсир ӑна пӗлместӗр-и, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Дяденко: — урӑххине пулсан памасӑр тӑрӗ, анчах ӑна тем пулсан та… Кӑлӑхах тинкерсе пӑхать Левко: лешне пӗтӗмӗшпех йывӑҫ мӗлки хупӑрласа илнӗ. Мал енчен ҫеҫ уйӑх ҫути ӳккелет ун ҫине; анчах Левко кӑшт малалла ярса пуссанах лешӗ ӑна курма пултарать. Эпӗ сире фактсем илсе кӑтартрӑм, — терӗ Робеспьер, хӑй умӗнче выртакан хутсем ҫине аллине хучӗ те сӑмахне малалла тӑсрӗ. Фома, ҫӳҫенсе кайса, чӳрече патӗнчен кӑлтах пӑрӑнса ларнӑ. Ах, вулатӑп-ҫке ӑна! — урмӑшнӑ сасӑпа хыттӑн каласа янӑ вӑл, унтан, пӗрер самант чарӑнса тӑрса, каллех салхуллӑн малалла тӑснӑ… — Чӗрене мӗн кирлӗ — кӗнекере ҫук… тата унта мӗскер ҫырнине эп пурне те ӑнланса та ҫитерейместӗп… Пӗр сехечӗ тепри пекех, тепри каллех малтанхи пек. Эпӗ хӗр ҫине тарӑхрӑм, апла пулин те, сӑрӗ кайнӑран тӗссӗрленнӗ кӗпер карлӑкӗ, пӗве ҫинелле ӳпӗннӗ хурӑнтан усӑнса аннӑ туратӑн шыври мӗлки, йывӑҫӑн ытти турачӗсемпе пӗрлешесшӗн пулнӑ пек туйӑннӑскер, шурлӑх шӑрши, вӑрамтунана ҫамка ҫинче вӗлерни, хӗр тинкерӳллӗн пӑхса чаплӑн тӑни — ҫаксем кайран ман асӑма пачах кӗтмен ҫӗртен час-часах киле-киле тухрӗҫ. — Анчах хӑйне хӑй пӑсса чӑлахлантарни вара хӑйшӗнех калама ҫук пысӑк хурлӑх. Апрелӗн виҫҫӗмӗшӗнче ҫак ярӑм тӗссӗр щит пек курӑннӑ. Ҫак вӑхӑтра хайхи Богс текен ҫын пирӗн патӑртан юланутпа индеец пек хаяррӑн ҫухӑрашса иртсе кайрӗ. — Сирӗлӗр ҫул ҫинчен! Юрӗ! — кӑшкӑрса юлнӑ старик. Фома — старик кӳренсе юлнине сасӑранах чухланӑ. Ромашов ӑс-тӑнӗнче тахҫанах ӗнтӗ самантӑн-самантӑн питех те ҫутӑ, питех те ҫивӗч ӑнланупа улшӑнакан ыйхӑллӑ хура шӑтӑк-путӑксем палӑрнӑччӗ. Эсир малалла та кӑмӑллӑ пулса, мана лаша ҫине хӑпарса ларма пулӑшатӑр пулӗ, тен? Африкӑран хӗвел анӑҫнелле, Атлантика океанӗнче, сарӑлса выртакан материк та шӑпах ҫакна пулах пӗтнӗ-и тен… Ӑна эпӗ хам ҫул ҫӳресси пӗтсе пырас умӗн ҫыратӑп, пӗчченех пӗтермелле пулчӗ ӗнтӗ ӑна. Ҫӑм, тир, сӳс, канат, ҫӑматӑ, сӳсмен таврашӗсем купаласа тӑвӑрлатнӑ ансӑр галлерея тӗттӗм те кичем. Чудак эсӗ, чудак! — Эпӗ пупӑн чусти ҫине табак сапрӑм, — ну, вара хӑваласа кӑларчӗҫ. Ленин мавзолейӗ хыҫӗнче тата, Кремль стенин леш енчен ҫулти сивӗ ҫил ҫинче, ҫутӑлса тӑракан пӗлӗтре, анлӑ та вӑрӑм хӗрлӗ ялав варкӑшса чӳхенет. Унӑн шухӑшӗсем ӳпӗнтернӗ кимӗ айне пытарса хӑварнӑ япаласем патне, тата Гудзон суту-илӳ компанин тинӗс ури ҫыранӗнчи складӗнче выртакан хӑйсен япалисем патне пыра-пыра вӗҫленеҫҫӗ. — Ыраш калчи шӑнса каймӗ-ши, епле шухӑшлатӑн? — Пирӗн хуҫа ӑсран кайман-ши? — тесе ыйтрӗ вӑл ман пата пырса. Аркадий Павлыч сасартӑк шӑртланса кайрӗ. Французсен пӗтӗм ҫарӗ йӑтӑнса тухать, — Пелиссье хӑй тухать. Эпӗ мӗн шухӑшлани, ӑсра мӗн курни, халь ҫеҫ курни — пӗтӗмпех куҫ умӗнче. Ҫав пурте — ахаль мар. Мӗншӗн тата ҫав этемсем, ҫынна аптӑратсах ҫитерме, ӑна ухмаха ересси патнех тенӗ пек ҫитерме пултаракансем, матроссем ҫиленсе кӑшкӑрса пӑрахнисене яланах парӑнса тата пӑхӑнса тӑраҫҫӗ. Йӗри-тавра салтаксем таччӑнрах пуҫтарӑнса тӑчӗҫ. Вӗсем йӗри-тавра хупӑрласа илчӗҫ те, паллах ӗнтӗ, ҫав мыскарана хӗпӗртесех пӑхса тӑчӗҫ. — Акӑ вӑл! — терӗ Николай. Эпӗ сире акӑ мӗн калам: художник пек тирпейсӗр ҫын ҫук ӗнтӗ, сысна сысналлах пурӑнать, турӑ ан патӑрах вӗсене хваттере яма. Ҫук, эпӗ виле мар. Тинӗс лӑпкӑ, эппин, вельбота ҫавӑркалама ансатрах пулать. Пӗри пӗр сӑмах чӗнмерӗ, пӗтӗм канашлу темскер пуласса кӗтрӗ. Ман ура айӗнчех ҫинҫе айлӑм выртать, тӗлме тӗлех хӳме пек тикӗс, ҫӑра ӑвӑс вӑрманӗ курӑнать. Кашта патне ҫывхарсан, Валя юрласа ячӗ. Катя тухасшӑнччӗ… Тӗрӗксем чӳречепе маччана тӗллесе пере пуҫланӑ. Пугачевпа лешӗ пӗр ҫынах пулнине ӗненсе, эпӗ вӑл мана хӑтарнин сӑлтавне ӑнлантӑм. — Ах, ҫамрӑк тусӑм, — терӗ Гаррис, — хинин йывӑҫне уйӑрса илме пит ҫӑмӑлах мар. Эпӗ… эпӗ… часах вилетӗп. Стена ҫинчи улмуҫҫие маляр Ванька Лукин, вӑрӑ ӳкернӗ; кайран вӑл чиркӗве ҫаратнӑ та тӗрмере ларнӑ чух вилнӗ. — Чи малтанах, эпӗ акӑлчан мар, шотландец, — тесе хирӗҫлерӗ Гленарван. Ҫапла, малтанхи ҫине куҫатӑп. Профессор хӑй сӗнекен шухӑшӗсене лайӑх сӑнанӑ хыҫҫӑн питӗ пӗлсе тӗплӗн ҫырнӑ, унта политика тӗлӗшӗпе ӗҫлекен ҫынсене кирлӗ пулакан паха кӑтартусем те нумай. — Ҫук! Алексей тӗмӗсем хушшинчен хӑратса кӑларнӑ мулкачӑ, кулӑшла сиккелесе, ялалла кӗрсе кайрӗ те калитка умӗнче малти урисене ҫӗклесе, юпа пек хытса ларчӗ, вӑл, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ те хӑй хыҫҫӑн темле пысӑк та тӗлӗнмелле чӗрчун йӗрлесе пынине курчӗ, вара ҫунса пӗтнӗ пушӑ палисадниксем ҫуммипе малалла сирпӗнчӗ. Ҫук ӗнтӗ, ҫакӑн пекех вырт… — ответленӗ ӑна хреснашшӗ. — Паллах, сирен ӗҫӗр кӑткӑс та канӑҫсӑр, анчах сирӗн чӗрӗр, эпӗ пӗлетӗп, питӗ ырӑ, ылттӑн чӗре. Анчах ҫурӑмӗ ҫинче тепӗр суранӗ пулман. Пуля ӑшӗнчех юлнӑ пулмалла. Ҫакӑ виҫӗ эрне — маншӑн телей кунӗсем пулчӗҫ. Вӗсем ҫинчен аса илесси манӑн хуйхӑллӑ пурӑнӑҫӑмра ырлӑх пулса тӑрать… Манӑн мӗн сӑлтавпа, мӗншӗн саншӑн калас-ха ара? — Санпа калаҫмалли ҫук манӑн! Сылтӑм флангран ҫивӗччӗн, хавассӑн та ҫав тери уҫҫӑн янӑраса кайрӗҫ тӗлпулу маршӗн сассисем. Виҫҫӗмӗш ӳкерчӗкре хӗрлӗ чӗркуҫҫиллӗ, ҫав тери пысӑк ура кӗлиллӗ выртакан ҫурри ҫарамас хӗрарӑма еn rассоurci сӑнласа кӑтартнӑ. Манӑн вӗт, сирӗнсӗр пуҫне, никам та ҫук. Эпир тупнӑ документсене ӗненмелле мар терӗҫ вӗсем, эпӗ хам ӑнлантарса панипе те ӳкӗте кӗмерӗҫ. Юлашки вӑхӑтра эсӗ манпа темле ӑнланса пӗтермелле мар пулса кайнӑччӗ, мана ҫилленнӗ пекле е эпӗ сана йӑлӑхтарса ҫитернӗ евӗр… Ҫарату пуҫланчӗ. Мӗн каламаллине шухӑшласа хунӑ Карл Иваныч аллине хутсем тытса кабинета кӗрсен, пирӗн ҫуртри тӗрӗсмарлӑхсене пула хӑйне мӗн-мӗн тӳссе ирттерме лекнисене аттене япшар чӗлхепе йӑлтах каласа пама шутланӑ; анчах вӑл пире каласа ҫыртарнӑ чухнехи пекех чуна пырса тивекен сасӑпа тата кӑмӑла ҫӗклекен интонаципе калаҫма пуҫласан, унӑн япшар чӗлхи ытларах ӑна хӑйне хумхантарса янӑ; ҫапла вара вӑл «ачасенчен уйрӑласси мӗн тери йывӑр пулсан та тени патне ҫитсен, пӑтранса кайнӑ, сасси чӗтреме пуҫланӑ, ӑна кӗсйинчен тӑваткал-тӑваткаллӑ тутӑр кӑларма тивнӗ. Джемма та Санина нимӗн те каламарӗ, вӑл ун ҫине пӑхса та илмерӗ: ун ҫӗкленнӗ куҫхаршийӗсем, кӑвакарнӑ та ҫыртса лартнӑ тутисем, вӑл сиккеленмесӗр ларни ун кӑмӑлӗ пӑтраннине палӑртрӗҫ. — Кичем мана! — илтӗнчӗ малти лавсем патӗнчен Дымов сасси, ҫав сасӑ тӑрӑх вӑл каллех тарӑхма пуҫлани палӑрчӗ. Юн курнине манӑн чӗрем тӳсеймест… — пӑшӑлтатать Яков Лукич. — Хам пирки йӗретӗп… Эпир Наполеон тунӑ йӑнӑша ҫех тепӗр хут туса хутӑмӑр, — терӗ вӑл. — Мана кичем пулать, — терӗ вӑл тепӗр хут. — Тӳрех Ванторт еннелле утӑр. Пӑхкалӗҫ те — вӑл ҫук, вӑл киле пӗччен ҫитме пултарнине те никам ӗненмӗ. Пралукӗсем ҫинче, малалла каякан лавсем енне лӑпкӑн пӑхса, хурчӑкасем, ҫӑхансем лараҫҫӗ. — Синьора Болла эсир пулатӑр-и? Пӗр минут хушши пек чӗнмесӗр ларчӗҫ. Мана хӑрах куҫлӑ тунӑ паттӑрӑн хушамачӗ Хижняк. Паян вӗсем, пӗр-пӗрне юлашки сӑмах калама тесе, хӑмӑр ҫулҫӑсемпе витӗннӗ Купечески сада пычӗҫ. Халь ӗнте вӑл Марийка ҫине мар, хӗвеланӑҫнелле, ҫулҫӑ пӗлӗчӗ йӑтӑнса килнӗ ҫӗрелле пӑхса, тепӗр хут, анчах хальхинче тата хӗрӳллӗнрех каларӗ: — Таврӑнатӑп эпӗ! Таврӑнатӑп! Яланах лӑпкӑ та ырӑ кӑмӑллӑ Андрей ҫакӑн пек пулма пултарасса Марийка нихҫан та шухӑшламанччӗ… Вӑл Андрей патнелле ура ярса пусса, хӑраса, куҫҫулӗ витӗр кӑшкӑрчӗ: — Андрюша, каях ӗнтӗ, кай! Уэлдон миссис хастарлӑ ҫамрӑкӑн чунӗнче мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ӑнланчӗ. Вӑл — хура сухаллӑ, мӑнтӑр, пӳрнисем ҫӑмлӑ, сӑмси ҫинче — хура куҫлӑх, куҫсӑр ҫын пек курӑнать. Аркадий нимӗскер те тавӑрмарӗ. Эпир ракета стени ҫумне ҫирӗплетнӗ чӗнсенчен тытатпӑр. Пӗрре эпӗ ҫапла ир кӳлӗм вӑранса каятӑп та анне ҫара урисемпе урайне пусса вырӑн ҫинче ларнине куратӑп. — Ерофей Кузьмич ура ҫине тӑчӗ. Унтан Голуб хӗҫ аврине чӑмӑртаса тытрӗ, тепӗр аллипе кӗсъинчи наганне хыпаласа:— Ма хӗнетӗн эсӗ ман ҫынсене, йӗрӗнчӗк? — тесе кӑшкӑрса пӑрахрӗ. Пичче ӗҫ тухман пирки ҫилленнӗ ҫын пек ҫав тери хаярланса пычӗ. Хуҫӑлнӑ грот-мачтӑпа фок-мачтӑн тӗпӗсем ҫеҫ палубӑран икӗ фут ҫӳллӗшӗнче кӑнтса тӑраҫҫӗ. Мачтӑсем, ҫапӑннӑ чухне хуҫӑлса, хӑйсемпе пӗрле парӑссене, ытти хатӗрсене ҫаклатса тинӗсе вӑркӑннӑ. Вара кӑштах уҫӑмлӑнрах ыйтрӗ: — Чуп тусам мана, манӑн председатель, пуҫласа та юлашки хут пултӑр, атту шурӑмпуҫ ҫути килет. Станцире лӑпкӑ мар пула пуҫларӗ. Анчах кунта пурнӑҫ-и вӑл? Мӗн айӑп пулчӗ ман? Тӑтӑшах вӑрӑ ӗҫӗпе пурӑннӑ Башкин, учительсем хатӗрлекен институтра вӗренсе курнӑскер, калама ҫук хытӑ хӗненисене тӳснӗ чахоткӑллӑ ҫын, мана ҫав тери витӗмлӗ сӑмахсемпе ӑс паратчӗ: — Эсӗ мӗн, хӗр пек, йӑшаланкаласа тӑратӑн, е чысна ҫухатма хӑратӑн-им? Эпӗ ҫӗр ҫинче курса ҫӳренисем мӗнле пуҫланни Ирхине эпӗ палуба ҫине тухсан, утрав ӗнерхинчен вуҫех урӑхла курӑнса кайрӗ. — Кондратӑн тути хӗррисем кӑрт-карт сиккелесе илчӗҫ, вӑл васкавлӑн пӑшӑлтатса калама тытӑнчӗ: — Хамӑн вӑкӑрӑмсемшӗн чун ыратать, шеллетӗп эпӗ вӗсене… — Вӑлах тесе шутлатӑр-и?.. Хӗрӗ мар-и? Вӑл Киева «святойсем» патне кайса ҫӳренӗ те ун пирки ҫапла каласа парать: — Вӑл хула — пирӗн сала пек, ҫавнашкалах сӑрт ҫинче ларать, унта шыв юхса иртет, анчах шывӗн ятне манса кайрӑм. Базальт вӑл — вулкан тухнипе пулса юлнӑ хӑмӑр чул. — Мӗнле япаласем ку? — тесе ыйтрӗ Паганель. Апла пысӑк мӑшкӑл пулӗччӗ! — терӗ вӑл. Укҫа ҫыххисене курсан, Мойсей Мойсеич аванмарланса кайрӗ, ют ҫын вӑрттӑнлӑхӗсене пӗлесшӗн мар пек пулса, пӳлӗмрен тухрӗ; вӑл чӗрне вӗҫҫӗн утрӗ, ҫавна май, турӗ пырас тесе, сывлӑшра аллисемпе сулкалашрӗ. Ҫакӑнта вара хӗрарӑмсен тумтирӗсем кӑштӑртатни илтенсе кайрӗ те, приход ҫыннисем вырӑнӗсене ларчӗҫ. Вӑрӑм сӗтел хушшинче, хире-хирӗҫ — тӑххӑра хирӗҫ тӑххӑрӑн ларса, эпир хамӑр алӑсемпе пӳрнесем епле ҫӳренине те сӑнаймастӑмӑрччӗ; темиҫе сехет такам тапратса янӑ машина пек ӗҫлесе, ӗҫӗмӗре веҫех хӑнӑхаттӑмӑр. Уншӑн хальхи вӑхӑтра пуҫа пӗтерме те пулать. Молчун хапхана кӑштах уҫрӗ те пӑрланса ларнӑ юра мӗнпур вӑйран лумпа тӑрӑнтарчӗ, пӗрре тӑрантарсах виҫӗ пӑт чухлӗ пӑр купташкине катса кӑларчӗ. — Пӗр самант хушши шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫапла хушса хучӗ: — Вӑл хӑрушӑ ҫын пулас, — терӗ. Эпӗ пысӑк ӗҫсем ҫинчен каласа тӑмастӑп, анчах кулленхи пурнӑҫӑрти тӗрлӗрен вак-тӗвек ӗҫсенче те хӑвӑра пӗлсе тыткалани кирлӗ. Лешӗ СССР картти умӗнче фронт линийӗсене паллӑ туса тӑрать. Полка ҫапла асӑрхаттарчӗҫ: ку тӑшман йышлӑ, вӑл «Фокке-Вульф-190» текен чи ҫӗнӗ йышши самолётсем ҫинче вӗҫет та-та пите опытлӑ, терӗҫ. — Эсир ку армана илни нумай пулать-и? Саламлӑ тайӑм Любӑн кӑмӑлне кайнӑ, ҫавӑн пекех, Смолинӑн тӑп-тӑп ҫан-ҫурӑмӗ ҫинче ятуллӑн ларакан сюртук та килӗшӳллӗ пулнӑ. — Куртӑн-и ӑмӑрткайӑксене? Чӑннипех те ҫынсем чӑтма ҫук пысӑк йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗҫ. Вӑл хӑех каласа пачӗ. — Мӗн иртенпех вӑрманта та ҫырмасем тӑрӑх чупса ҫӳрерӗм. — Эпӗ — эсир сӑнама юратни ӑҫтан пулма пултарнӑ-ши, тесе шухӑшлатӑп. Анчах адвокат ӑна малалла калама памарӗ. — Чим-ха, чим, хӑй шухӑшне каласа пӗтертӗр-ха, — терӗ вӑл старик пирки. — Марья Николаевна килте-и? — ыйтрӗ Полозов. Усал япала тупма мар, ырӑ япала тупма каятӑн. Блефуску империйӗ вӑл Лилипутирен ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енче выртакан утрав. Унӑн пит-куҫӗ, тин ҫеҫ нумай укҫа выляса илнӗ пек е кӑмӑла каякан хыпар илтнӗ чухнехи пек, ҫуталса тӑрать. Сана хӗсӗрленӗ те — эсӗ тухса тарнӑ. — Ку вӑл эпӗ сире нумай пулмасть каласа панӑ юлташӑн ача чухнехи портречӗ. — Эсир вӗлернийӗн-и? Приказчик, чавсисене аяккисем ҫумне ҫӑт ҫыпӑҫтарса тытса, тӳп-тӳрӗ тӑрать, килнӗ ҫынна хисеплесе аллисене усса ярать. Петр, пуҫне пӑрмасӑр, кашкӑр пек пӗтӗм пӗвӗпе хӗр еннелле ҫаврӑнса, унӑн пӗркенчӗкне ҫӗклет те типӗ тутисемпе, сӑмсипе хӗрӗн пит ҫӑмартине сӗртӗнет, ҫак вӑхӑтра вӑл хӗрӗн ӳчӗ сиввине, хулпуҫҫийӗ хӑравҫӑллӑн чӗтренине туять; вӑл Натальйӑна хӗрхенет, ӑна хӑйне те намӑс, анчах пур енчен те хупӑрласа илнӗ ӳсӗр ҫынсем ҫаплах кӑшкӑраҫҫӗ: — Каччи пӗлмест! Акӑ ӑҫта, Макар, хӑвӑн ҫирӗплӗхне кӑтартса пар эсӗ! Каласа ӳкӗте кӗрт ҫынсене, анчах нагансӑр. Ҫынсем колхозран ан тухчӑр, ку вара факт пулать! Мӗнле ӗнтӗ, сасӑлатпӑр-и? «Вӗсен йӗрри», терӗ пӗри. — Ҫак ӗнтӗ вӑл хайхи ача. Ҫак каҫхине вӑл кӑвайт чӗртсе шыв та вӗретеймерӗ, канӑҫсӑр ыйхӑпа хырӑм выҫҫине манас тесе, вӑл ӑшӑнаймасӑрах ҫивитти айне кӗрсе выртрӗ. Ҫилсем юр сийне ҫуласах шӑлса кайнӑ вырӑнсенче ҫӗрле ҫӗр шартлата-шартлата ҫурӑлать. Ыранах эсӗ ӑна хӑйне кӑна аҫу-аннӳ патне кӑларса яр та ман патра отрядра юл. Ман сире ҫакӑн пек калама тивӗҫӗм пур, эпӗ вӗт ватӑ ӗнтӗ, — тенӗ Софья Павловна. — О, старост шӳт тума ӑста! Ытларах пар, хӑвӑн пурнӑҫунтан хаклине те пар, вара саншӑн чӑн хакли — санӑн чӑнлӑху вӑйлӑн ӳссе кайӗ!.. Тата вӗсем пӗр лупашкара ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирлӗ, сарлака питҫӑмартиллӗ икӗ ногай хӗрарӑмне тӗл пулчӗҫ; лешсем, ҫурӑмӗсем хыҫне ҫатан корзинкӑсем ҫакса янӑскерсем, ҫеҫенхирте ҫӳренӗ выльӑх-чӗрлӗх тислӗкне кизяк валли пухаҫҫӗ. Каса-дель-Корвӑра апатланмалли сӗтел хушшинче ларнӑ чухне эсир тата хӑвӑр пӗлекен тепӗр ята та, ватӑ сунарҫӑн Зеб Стумпӑн ятне те илтӗр. Ҫак пӳлӗмре эпӗ «юрӗ» е «килӗштерейместӗп» тенӗ сӑмахсене манса, канса тӑраттӑм. Анчах асту: вӑл павлин тӗкӗсемпе капӑрланнӑ улакурак ҫеҫ, мана ҫав сӑн-пите сӗвсе илме тивет пулӗ-ха, хӑйӗн тир татӑкӗ-мӗнӗпе пӗрлех сӗвсе илме тивет пулӗ, тен. Халиччен эпӗ ун ҫинчен сире каласа памарӑм. Каланӑ пулсан та эсир мана пурпӗрех ӗненместӗрччӗ. Пӗлӗт ҫинчи вӑйсем! Козаксем ӗнтӗ каҫхи апат тума та ӗлкӗрчӗҫ; паҫӑpax тӗттӗм пулса ҫитрӗ, сывлӑшра июль уйӑхӗнчи ытарма ҫук каҫ шӑрши кӗрсе кайрӗ; анчах Андрий куреньсем патне каймарӗ, ҫывӑрма выртмарӗ, умӗнчи мӗнпур япала ҫине пӗр куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ Джима каларӑм: — Ҫутӑ курӑнсанах, ҫырана тухатпӑр, — терӗм, — ҫӗр утӑм анатарах е тӑварах, кимме тата сана хӑвна пытарма юрӑхлӑ вырӑн тупса чарӑнатпӑр та, эпӗ вара малалла мӗн тумаллине хам пӗлеп, ҫынсене кайса калас пулать, ан тив, ҫав хурах ушкӑнне тытса ҫӑлса хӑварччӑр, кайран, хӑйсен шалчи тулсан, хуть те ҫакса вӗлерччӗр. Ҫапӑҫу ӳпкевлех пулмарӗ: вӑл — мана, эп — ӑна… Тӗрлӗрен трагедилле япаласем пулса иртнипе халӗ те чӗрене хуйхӑ хӗссе тӑни ҫав тери пысӑк савӑнӑҫа пусарса хума пултарайман. Ачасем ушкӑнӗпех ҫыраналла тухрӗҫ, часах вара вӑрманта инҫетре тата чул сӑрт тӑррисем ҫинче кӑшкӑрашни, кулни янрама пуҫларӗ. Сисетӗп эпӗ — питӗ йывӑр сире! — терӗ. Инсаров чӗрӗк сехет ытларах ларчӗ. Тӑвӑл хыҫҫӑн хӗрӗх сакӑр сехет кайсан, хӗвелтухӑҫӗ енче Скаген сӑмсахӗ ҫывӑхӗнче, шыв айӗнче хӑрушӑ чулсем выртнӑ ҫӗрте буй курӑнса кайрӗ. Мӗнле илемлӗ те епле айван! Манӑн ҫакӑн пек хаяр сӑн-пит тесе ан шутлӑр. Акӑ ӗнтӗ документри пушӑ вырӑнсене сӑмахсем хӑйсемех кӗрсе лараҫҫӗ мар-и? Июнӗн 14-мӗшӗнче, палӑртнӑ кун, Негоро Уэлдон миссисӑн ҫатан пӳртне пычӗ. Унтан инҫе те мар пит пысӑк юман ларнӑ, анчах вӑл хӑйӗн мӗлкипе выртакан ҫынна хӳтӗлемен. Малашне унӑн икӗ ҫул ҫеҫ юлать: е хӑй йывӑр ӗҫе текех чӑтма пултарайманнине, хӑй инвалид пулса тӑнине йышӑнмалла е, ӗҫлеме май пур чухне, хӑй вырӑнӗнчех юлмалла. Юнашар пӳлӗмре хуҫи хыттӑн сывласа янӑ, унтан кӑшт тӑхтарахпа, хайӗн пӗчӗк сарайӗнче сысна хрюклатса илнӗ, вара каллех шӑп пулнӑ. Ман ачасем ҫунса каяҫҫӗ… Килнӗ ҫын хӑйне районти хӑшпӗр пуҫлӑхсем пек тытманни вӗсене питӗ килӗшрӗ: ку ҫын ҫуна ҫинчен сиксе аннӑ-анманах портфельне хӗстерсе ҫынсем умӗнчен турех ял Советнелле иртсе каймарӗ, лавҫине пулӑшрӗ, лаша тыткалама тахҫанах пӗлнине кӑтартса, хӑех лашине тӑварма пуҫларӗ. 1708 ҫулхи апрелӗн 21-мӗшӗнче эпир Лаггнегга кантӑрпа хӗвеланӑҫ енчен юхса тухакан Клюмегниг ятлӑ шыв ҫине кӗтӗмӗр. Ҫак юханшыв варринче пысӑк порт пур, кунта тинӗс ҫинче ҫӳрекен карапсем те кӗреҫҫӗ. Ӑна икӗ каштапа плащран е тата Фелим илсе килнӗ утиялтан тума пулать. — Мӗнле вӑрттӑн шухӑшсем пулма пултараҫҫӗ-ха манӑн? Пӗтӗмпех витӗр куратӑн пулсан, эсӗ кала апла, — сӗнчӗ Островнов, каллех лӑпланса тата халӗ ӗнтӗ хӑй тапӑнма тытӑнса. Епископ креслинчен ӳкекен пысӑк мӗлкӗ Пӑвана пачах хупларӗ. Вӑл тӗттӗм ҫӗре пытанса, сывламасӑр ларчӗ. Аркадий, Егоровнӑна аса илчӗ те, йывӑррӑн сывласа ячӗ, ӑна ҫӳлти патшалӑхра ырӑ курса пурӑнма сӗнчӗ… Вӗсем ылтӑна ывӑҫла-ывӑҫла пӳрне витӗр юхтараҫҫӗ, шӑнкӑр-шӑнкӑр тӑкӑнаҫҫӗ урайне сап-сарӑ тенкӗсем. — Мӗн калаҫмалли пур, шӑпа пире кунта илсе ҫитерчӗ пулсан! — терӗ вара король. Темиҫе минут хушши никам та пӗр сӑмах чӗнмерӗ. Вӑл пӳрнисем шыҫнӑ тата тутисенчен халӗ кӑна ҫурӑлнипе юн тумламӗсем сӑрхӑнса тӑнӑ пулин те ӗҫленӗ. Ӑнлантӑн-и эсӗ ҫак сӑмахсен вӑйне: вӑл кӗтет! Пуҫ тӑрринче темӗн чӗлтӗртетни ӑна пӗр вӑхӑт хушши илтӗнсе тӑчӗ. Вӑйлӑ ҫил вӑхӑтӗнче йывӑҫ ҫинчи ҫулҫӑ ҫавӑн пек чӗлтӗртетет. Малтанах вӑл ҫакна асӑрхасшӑн та марччӗ, анчах чӗлтӗртетнӗ сасӑ чарӑнмарӗ, каярахпа вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ. Урядник патӗнчен пӑрӑнса ҫӗлӗкне тӑхӑннӑ хыҫҫӑн, вӑл каллех Оленин патне пырса ларчӗ. Аллине пичӗ патне тытса, ывӑҫ тупанӗ ҫине тинкерсе пӑхрӗ, унтан ӑна тӳртӗн енне ҫавӑрчӗ. Король еннелле ҫаврӑнса эпӗ его величествӑна пирӗн ҫӗршывра ман пысӑкӑш чӗрчунсем миллионӗ-миллионӗпе пурӑнаҫҫӗ, тесе ӗнентертӗм. Унта чӗрчунсем, йывӑҫсем, ҫуртсем пурте кунтинчен сакӑн пекех пӗчӗк. Ҫавӑнпа эпӗ хамӑр патра его величествӑна пӑхӑнса тӑракан кирек хӑш ҫын пекех ыттисем тапӑнасран хама хам сыхлама та, апат-ҫимӗр тупса тӑранма та пултаратӑп, ҫавӑнпа чаплӑ ученӑйсем калани пӗри те тӗрӗс мар, тесе каларӑм. Кораблев аллине сӗтел ҫинчен илчӗ, Николай Антоныч еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ольховка ҫыннисем ӗнтӗ ӑна килхуҫи вырӑнне шутлама хӑнӑхнӑ. — Ҫук, кайран мар, халӗ каласа пар эсӗ… — терӗ ӑна хирӗҫ старик. Ну, эхер, пырса кӗчӗ ман пуҫа, Дмитрий кӗтмен ҫӗртен Любочкӑна юратса пӑрахас пулсан, — Любочка ӑна юратса пӑрахнӑ-ҫке, — ӑна качча илме шутласан? Ҫапла пирӗн патӑмӑрта Илья Моисеич сирӗн, вырӑс ҫынни, пурӑнатчӗ, эпир вара унпа кунаксемччӗ. Ҫак тискер япаласем калама ҫук хаярланса ҫапӑҫаҫҫӗ. Темиҫе страницине ҫил уҫкаларӗ те ӗнтӗ, — эпӗ Ольховкӑна килсе лекрӗм, эсӗ вара мана ҫӑлса хӑвартӑн… Е сирӗн хӑвӑр кун-ҫулӑр… анчах пӗлӗр, юратнӑ ҫыншӑн эпӗ хамӑн мӗн пуррине йӑлтах пама тӑрӑшӑп… — Кӑмӑлу пур-и? — ыйтрӗ Павел. 1816 ҫул ҫитнӗ, Наполеона святой Елена утравӗ ҫине килсе хупнӑ, ӑна лайӑхрах сыхлас тесе, Вознесенипе Тристан д'Акунья утравӗсем ҫине Англи гарнизонӗсене тӑратнӑ. Яланах ушкӑнпа ҫапӑҫнӑ ҫӗре малтан кӗрсе кайнӑ, апла пулсан та вӑл пӗрре те аманман. — Пӗлместӗп, пӗлместӗп! — терӗ вӑл, тӗпелелле иртнӗ май, сӗтел патне ҫитсе тӑрсан вара, ҫӗлӗкне хыврӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне тытса лутӑркарӗ. Ытти чӗрчунсене, чӑн та, пит сӑнасах мар пулсан та, ҫавах курса юлма пултарчӗҫ, анчах вӗсене курни Гарриспа ун юлташӗсем хушшинче чылаях ӑнланмалла мар тавлашу ҫуратрӗ. Кулса пӑхнипе вӑл тата чипертерех пулса карӗ; эпӗ вӑтанса ӑна ик-виҫ роман ятне каласа патӑм. Васкасах ҫавӑнталла пӑрӑнса утса, Давыдов катаранах кӑшкӑрса ячӗ: — Ку мӗн япала тата? Тыткӑна лекнӗ ҫын хӑйӗн сӗмсӗрлӗхне пытармасӑрах котелок ӑшӗнче кашӑкпа епле ӗҫленине вӗсем интересленсех пӑхаҫҫӗ-мӗн. Вӑл, пуҫне усса, вӑрахчен чӗнмесӗр тӑчӗ. Тверской урамӗнчи ҫӳлӗ хӳме ҫумӗнче те ҫакӑн пек картинӑсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ. Эсӗ вара хӑвна чӑтма ҫук тӑлӑх ҫын вырӑнне хума тытӑнатӑн, унччен ҫывӑх та тӑванла пулнӑ япаласем те саншӑн вӗҫсӗрлӗхсӗр аякри ним тума кирлӗ мар япаласем вырӑнне ҫеҫ тӑрса юлаҫҫӗ. Вӑл кача пӳрни вӗҫне сурчӑкпа йӗпетсе малтан пӗр пысӑк укҫине, унтан тепӗр укҫине ҫӗклесе пӑхрӗ, анчах ку мӗнӗккесем мӗнне пӗлеймерӗ. Вӑл мана укҫасене енчӗке каялла чиксе, енчӗкне кӗсъене пытарса хума тӗрлӗ паллӑсем туса кӑтартрӗ. Эпӗ сирӗн патӑра акӑ мӗншӗн килтӗм: ҫав темиҫе кун хушши ун патӗнче ларма пултаракан мӗнле те пулин ҫынна пӗлместӗр-и эсир? — Ҫук пӗтмен-ха! — терӗ ученый, тепӗр хут хӗрсе кайса. Анчах та пирӗн сыщиксем те путсӗрсем пулӗ ӗнтӗ? — Ну, ку ӗнтӗ, тухтӑрсем калашле, тӳрленмен, чир, casus incurabilis пулнине чухлатӑп эпӗ. Пӗр ик-виҫ кун эпӗ Атӑл хӗрринче ҫапкаланса ҫӳрерӗм, ӑша кӑмӑллӑ крючниксем ҫумӗнче тӑранса, вӗсемпе пӗрле пристаньсенче ҫӗр каҫса пурӑнтӑм, унтан вӗсенчен пӗри мана каларӗ: — Эсӗ, ача, ахалех кунта ҫапкаланса ҫӳретӗн, куратӑп эпӗ! Ӑна ӑнланса илмеллех ӑс-танлӑ пулайман пулас. Акӑ, Снеффельс — пилӗкҫӗр ҫултанпа лӑпланса ларать, анчах ҫапах та вӑл тепӗр хут та кӗрлесе кайма пултарать. Ҫаннисене тавӑрса чышкисемпе сулкалашса, вӑл лавка патне ҫапӑҫма хатӗрленнӗ автан пек утса пырать те, пур вӑйпа, хӑрлатса кӑшкӑрать: — Хохол, сиенлӗ наци, турккӑ тӗнӗ! Курать вӑл: ӗнтӗ Остаппа каллех сахалтан та сакӑр ҫын ҫапӑҫма пуҫларӗҫ. Унӑн сӑмахӗсенче тарӑхни сисӗнет, вӑл вӑшт-вашт хускалкалать, медалӗсем чӑнкӑртатаҫҫӗ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр тиенӗ лавсем хыҫҫӑн тертленсе пӗтнӗ салху хӗрарӑмсем утаҫҫӗ, икӗ талӑк хушшинчех начарланса кайса, пысӑк ҫын пек пулса тӑнӑ ачасем сӗнкӗлтетсе пыраҫҫӗ. Старик канонир ҫине пӑхса илчӗ. — Кунта нимӗнле секрет та ҫук, анчах ав лампа ҫине абажур вырӑнне эсӗ чӑнах та никама пӗлтерме юраман документа ҫакса янӑ. Амӑшӗ кун пек калама пултараймӗччӗ. Епле саватчӗ вӑл аппана, мана та ҫавӑн пекех саватчӗ! — Питӗ кӑткӑс та чее ҫын, — терӗ Кораблев. Уҫӑ вырӑн. Пирӗн противотанковӑй тупӑсем малти линирех засадӑра ларнӑ-мӗн. — Леона урлӑ сирӗн фортран пилӗк миля анатарахра каҫмалла пулать, — манӑн та шыв урлӑ ҫав тӗлтех каҫмалла, ҫавӑнпа та эсир ман лаша йӗррисем хыҫҫӑн пыма пултаратӑр. Иван Павлыч, мана халь пӗр шухӑш килсе кӗчӗ. Ҫапла ӗнтӗ, тӳпе кӑвак… Тинӗс те, лӑпкӑ чухне кӑвак. Ачасем манӑн мар, сирӗн, ҫитменнине манӑн сире канашсем пама тивӗҫӗм ҫук, мӗншӗн тесен эсир манран ӑслӑрах, — тӑсрӗ малалла кукамай, — анчах мана вӗсем валли мучие — нимӗҫ хресченне мар, гувернера тара тытмалла пек туйӑнать. Тихон хӑй… Уяртнӑ, сивӗ чухнехи пек, тӳпе пӗр тикӗс янкар-кӑвак тӗслӗн курӑнать. Вӗсем тӑватӑ ҫул ӗнтӗ кит тытма пӗрле ҫӳренӗ. Пуҫӗнчи бинчӗ тусанланса, хӑрӑмланса, хуралса пӗтнӗ. Вӗсем пурте сике-сике тӑчӗҫ, пурте пӗр харӑс калаҫма тытӑнчӗҫ. Вӗсен мӗнле те пулсан европеецсен ялне шыраса, тӑшмансен ҫак тискер ҫӗршывӗнче сӗтӗрӗнсе сӳремелле пулать. Дубков, портфельне илсе, унта тем ҫырса хучӗ те, мӗн ҫырнине Володьӑна кӑтартса: «Ҫапла-и?» — тесе ыйтрӗ. — Камсене кӗртетӗр вара эсир? Эпӗ ҫаплипех ӗҫлетӗп, вӑл ултавлӑн кулса, мана сӑнанӑҫемӗн татах сӑнать. Гусев шӑршласа пӑхрӗ: — Тьху, йӗксӗксем, мӗн ҫиеҫҫӗ… Тӳрех калатӑп: хам ӗҫре — химик! Эпӗ хама ҫул ҫинче тӗл пулакан ҫынсене таптатса вӗлересрен хӑраса пытӑм, вӗсене ҫул ҫинчен пӑрӑнма хушса пит хытӑ кӑшкӑраттӑм. Ҫапла йӗркесӗр кӑшкӑрнӑшӑн мана кӑштах лекмерӗ; пӗр-ик хутчен ман пуҫа кӑштах ҫапса салатмарӗҫ. Эпӗ таврари вырӑнсене аран-аран паллатӑп, хамӑн кил патне каймалли ҫула ҫынсенчен ыйта-ыйта пӗлмелле пулчӗ. Марко хапхине хупма та ӗлкӗреймерӗ, ун патне кӳрши пырса кӗчӗ. — Сыснасене куртӑр-и? — Управленине паратӑп, — терӗ вӑл. Анчах та хӑй управленине памарӗ, аллисемпе урисене кӑшт пушатрӗ ҫеҫ, ҫак ӑнланмалла мар чудакӑн аллисенчен управленине самантрах каялла илме хатӗр пулса пычӗ. Пӗри сасӑпа вулать, ыттисем пӗр сӑмахне те пулин илтеймесӗр юласран хӑраса, тем пекех шӑппӑн ларма тӑрӑшса итлеҫҫӗ. — Сильвер попугайне-и? — ыйтрӗ сквайр. Вӑл пӗр хушӑ Константин ҫине пӑхса тӑчӗ те каялла ларчӗ. Зеб Стумп хӑйӗн ватӑ кӗсрине пӑрахса, пуҫсӑр юланутӑн лашине йӗвентен тытрӗ те ӑна вилӗ ҫынӗпе пӗрле юман патне, сулхӑнра ларакан суд умне илсе пычӗ. Мӗскӗн анне тата? «Шыраса ҫӳрекеннин шуйттанӗ ҫурӑм хыҫӗнчех пулсан, инҫе кайма кирлӗ те мар», ним пулман пекех каласа хучӗ Пацюк, ларнӑ ҫӗртен пӗртте хускалмасӑр. Тул ҫутӑлсах ҫитрӗ. Ҫавӑнпа вӑл Мӑнастир шывӗ юхса тухакан ҫырмана ансан, чуллӑ ҫыран хӗрринче сайра кӑна ӳсен хыр кати курсанах хӑй шухӑшне тепӗр майлӑ улӑштарчӗ. — Чыкан хӑйӗн лашине сиртен лайӑхрах ҫитернӗ те, ав, пурпӗрех лаши вилсе выртнӑ. Мӗншӗн вӑл мана ытла та юратать-ши, нимӗн те пӗлместӗп! — Пире халех ҫӗр касса парӑр, унсӑрӑн хамӑрӑн кивӗ анасене сухалама пуҫлатпӑр! — тесе тапӑнаҫҫӗ Давыдова колхозран тухнисем. — Ан хуйхӑр, ачам. Тата мӗн каласаччӗ вӑл? — ыйтрӗ Устенька Марьянӑран. Пӗлӗтсен мӗлкисем Атӑл урлӑ хуллен сӗтӗрӗнсе касатчӗҫ; улӑх еннелле каҫса ҫитсен, вӗсем шывпа ҫӑвӑнса илнӗ пек ҫуталсарах каяҫҫӗ. Тӗксӗм кун тӑруках ҫутӑлса кайнӑ пек пулчӗ. — Сывӑ-и, Степка! — терӗ вӑл чӗлхесӗр хӗре; лешӗ, вӑл та уявла тумланса янӑ, лашана йышӑнма урамран кӗрет. — Мӗн пур начальниксемпе командирсене халь пирӗн пеккисене ӗнсерен парса хӑваласа яма хушнӑ. — Мӗн тӑватӑр эсир? — терӗ вӑл, чӗтрекен сассипе пӑшӑлтатса. — Эсир ӑна вӗлерме пултаратӑр. Вӑл та кимӗ ҫинче выртатчӗ. — Пире агитаци тунӑшӑн ятлаҫҫӗ пулӗ-ха, — терӗ Голышев; вӑл халӗ те кулать, хӗрӳленсе кайнӑ питне шӑла-шӑла илет. Вунпӗр, вуникӗ сехет, пӗрре ҫитет. Костя чӑрсӑрла тенӗ пекех кулкаласа илчӗ. Пуҫӑма касса пӑрах хуть, анчах ҫакна вӑл туман! — Ҫывӑрмалли вырӑнӗ пит хура пулнӑ пулӗччӗ вара! — шут турӗ Генри, калаҫу савӑнӑҫлӑрах пултӑр тесе. Пӗрре император мана тӗрлӗ вӑйӑсене кӑтартса йӑпатма шухӑш тытнӑ. Лилипутсем ҫакӑн пек йӑпатмалли вӑйӑсене тӑвас тӗлӗшпе хӑйсем ҫивӗч те пит илемлӗ хӑтланнипе эпӗ пӗлекен халӑхсенчен пуринчен те ирттереҫҫӗ. Атьӑр кӗрӗр, хаклӑ хӑнасем! Ҫын шухӑша кайса тӑни теприсене вара вӑл хӑйсем пӗлменнипе, мӗн те пулин пӗлнӗ пек туйӑнать. Нихӑҫан уйӑрӑлмалла мар ҫыхӑнасси ҫинчен вӗсен пуҫне шухӑш час-часах пыра-пыра кӗнӗ, анчах ун ҫинчен вӗсем нихӑҫан та пӗрне пӗри каламан. Раштавранпа аслӑ типӗ ҫитичченех Давидов вӑрӑммӑн ӳсӗре-ӳсӗре пулат ҫинче выртрӗ, шӑршлӑ юн чӑмаккисене вӑл мӑшкӑлтӑк шыв лахханне лектереймесӗр ҫӗрелле сура-сура пӑрахатчӗ, юнӗ урайне лачлаттаратчӗ; ҫӗрлесенче вӑл аташса кӑшкӑрнипе ҫынсене вӑрататчӗ. Марко картишне тухрӗ, кам иккенне ыйтрӗ. Кирек мӗнле пулсан та, этем куҫ умӗнчех, унӑн хӑй аллине тунӑ япалисем йӗри-тавра выртаҫҫӗ, ҫавӑнпа эпӗ вӑл ҫӗр ӗмӗрӗн чи авалхи вӑхӑчӗсенче ҫуралса ӳснӗ тӗлӗшпе пӗрре те иккӗленме пултараймастӑп. Лакони ҫакӑнти ҫынсемшӗн — пысӑк уяв, ҫак уява вӗсем чи чаплӑ тумтирне тӑхӑнман пулсан та, чи капӑр эрешне ҫакнӑ. Эпӗ улӑм капор тӑхӑнтӑм, хӑйӑвӗсене янах айӗнчен ҫыхрӑм, халӗ ӗнтӗ манӑн пит-куҫа курма та ансат мар — кӑмака мӑрйинелле пӑхнӑ пек пӑхма тивет. Пӗр ҫулталӑк хушши ҫӳрет ӗнтӗ Павел Корчагин тӑван ҫӗршыв тӑрӑх тачанка ҫинче, туппӑн малти урапи ҫинче, татӑк хӑлхаллӑ кӑвак лаши ҫинче. Вӑл мана Гоббсӑн «Левиафан» тенӗ кӗнекине тыттарчӗ. — Будкӑра. — Эсӗ ӗнтӗ Щукарь мучи хӑраххиех: сӳпӗлти пула пуҫларӑн! — ҫилленсе аллипе сулчӗ лешӗ. Унтан, пуҫне ҫӗклесе, куҫӗсене хӗссе, ӗнентерӳллӗн, хӗрсе кайсах:— Ҫынсем мар вӗсем — шыҫӑсем! — тесе хунӑ. — Ганновер вӑрҫичченех салтаксем ун ҫинчен: «Ҫӳлте Ришелье, аялта — Лантенак», тесе калатчӗҫ. Унтан французла калани илтӗнчӗ: «Сирӗн унран уйрӑлас пулать…» — Падре! Астрономсем тахҫанах Марспа Юпитер хушшинчи пысӑк уҫлӑха асӑрханӑ. Ҫапла ӗнтӗ, эсир — попечени обществин членӗ мар, Софья Медынская ҫумӗнче тӑракан Танталсен обществин членӗ пулатӑр. Гусев тӗтреллӗ тӗкӗрти тӗлӗнтермӗшсене тӗсесе тӗлӗнмеллипех тӗлӗнет. Таппа эпир шанчӑклӑ вырӑна, Салли аппан кравачӗ айне, лартрӑмӑр. (Хресченсем чӗркуҫҫи ҫинчен тӑмарӗҫ). Унта ӑшӑ. — Ним те к-кирлӗ мар мана! Ара мӗнлескер-ха вара? Эпӗ ҫавӑн пек мӑшкӑланине урӑх тӳссе тӑраймастӑп! Анчах та ирхине ирех таҫта инҫетре, вӑрман шавӗнчен ниепле те уйӑрса илмелле мар, пӗрпек кӗрлекен сасӑ илтӗнчӗ. Пӗлме юрать-и, мӗнле пулӑшу, мистер Джеральд. Тепӗр ҫур сехетрен Мересьев, хӑйӗн ҫӗнӗ юлташӗ тупса панӑ пропускпа кӗрсе, пысӑк начальникӗн приёмнӑйӗнчи ковёрсем тӑрӑх, хумханса калле-малле уткаларӗ. Кама ҫакмалла тунӑ, вӑл шыва путса вилмест, — терӗ. — Мӗн кирлӗ сана? — тулхӑрса илчӗ вӑл. Ҫакӑн пек туйӑм этемӗн чунне вӑл кашни вилӗмле хӑрушлӑха тӳссе ирттернӗ хыҫҫӑнах ҫавӑрса илет. Вӗрентӗп эп сана. Киле ҫитнӗ ҫӗре кукаҫей сӑмавар вӗретсе те хатӗрленӗ, сӗтел ҫине янтӑласа лартнӑ. Нимӗнле ӗмӗт те ҫук. Ӑна хирӗҫ тарӑхнӑ Шалый хулӑн сасӑпа ҫапла мӑкӑртатса илчӗ: — Халех тата Островнов патне каятпӑр, унӑн пӗтӗм кил картине, анкартине тимӗр патакпа чавса тухатпӑр! Марийка вырӑнтан тапранаймасӑр, алӑпа сулса илме те пултараймасӑр, ӑна хыҫалтан пӑхса юлчӗ. Эсир вуласшӑн — анчах юратакан арӑмӑр ассӑн сывласа сире ҫапла калать: эсир мана итлес ҫуккине эпӗ пӗлетӗп, ман ҫине ҫиленетӗр ӗнтӗ, анчах эпӗ ҫакна хӑнӑхса ҫитнӗ, — сире вуламасан лайӑхрах; эсир пӳлӗм тӑрӑх ҫӳресшӗн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире ҫакна та тумасан лайӑхрах; эсир хӑвӑр патӑра килнӗ тусӑрпа калаҫасшӑн — сире калаҫманни лайӑхрах. Вӑл ҫак шухӑшпала чылайччен кӗрешрӗ, юлашкинчен вара, пӑшалне сӑнаса пӑхсан, вӑл пушах иккенне тин ӗненчӗ. — Каласам-и ӗнтӗ мана, — терӗ Пест барон, — мӗн те пулин пулать пулсан, чи пирвайхи хут тапӑнмалла пулсанах каймалла вӗт-ха ман, Т. полкпа ман унта пулмалла. — Ну, каях, эппин, турӑ пулӑштӑр. — Чи малтан, ак ҫакна, — Озеров тӗпелелле пӑхрӗ. Эпӗ, хӑвӑрах пӗлетӗр, историпе, философи енӗпе ӗҫлетӗп. Карап ҫӗмрӗлнӗ хыҫҫӑн ҫырана тухсан, эпӗ хам ӑнтан кайнипе шлепке пуҫ ҫинчен хывӑнса ӳкнине те асӑрхайман-мӗн. Эпӗ кимӗ ҫинче чухне ӑна янах айӗнчен шнурпа хытӑ туртса ҫыхнӑччӗ, шыва лексен, ӑна хӑлха ҫине хытӑ пусса лартрӑм. Тип ҫӗр ҫине тухсан, эпӗ ытла та халтан кайнипе ун ҫинчен пачах манса кайнӑ. Шнурокӗ салтӑнса кайнипе шлепке хывӑнса ӳкнӗ пулмалла, вара эпӗ вӑл хумсем хушшинче ҫухалнӑ пулӗ тесе шутларӑм. «Хӗрлӗ лаша» хӑй ром кӑна ӗҫетчӗ, вӑл тӑкӑнсан — скатертьсем, тумтирсем ҫинче, урайӗнче нихҫан ҫӑвӑнса тасалман хурарах сарӑ паллӑсем юлатчӗҫ. Анчах сасси ун ӑна хӑратмалла тухмарӗ. Лайӑх. Ҫав, самантрах ӑна хӑйӗн Дегтяренкопа пӗрле пурӑннӑ ҫӗрпӳрт, чӑрӑш тураттисенчен тунӑ сарлака саксем аса килчӗҫ… Ҫӗрпӳртре сӑмала, чӑрӑш лӑсси шӑрши, снаряд стаканӗн ҫӳлти пуҫне лапчӑтса тунӑ лампӑран бензин шӑрши кӗрет, кашни ирех ӑшӑтакан моторсем кӗрлеҫҫӗ, пуҫ тӑрӗнче кӑнтӑрла та, каҫ та хырсем кашлаҫҫӗ. Манпала вӑл ҫемҫеччӗ, мана тимлӗн астуса тӑратчӗ, анчах вӑл астуса пӑхса тӑнинче темскер пӑртак мана хӑратаканӗ пурччӗ; хӑш чух повӑр мана, кукамайӑн йӑмӑкӗ пек, ҫурмалла ӑслӑн туйӑнатчӗ. Ҫавӑнтах вӑл пӗр симӗсрех сарӑ ҫурт енне кӑтартрӗ. Ҫурчӗ, чӑн, хӑйпе юнашаррисенчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть. Лушка ларма чӗнмесӗрех иртсе ларчӗ те, виҫҫӗмӗш бригадӑра тырӑ акас ӗҫ епле пыни ҫинчен, Гремячий Лог хуторӗнче йӗркеленӗ ӗне ферминчи хӑй асӑрханӑ йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен тимлесех калаҫу пуҫласа ячӗ. Сирӗн хушаматӑр епле, хисеплӗ ҫыннӑм? Ӑҫта пурӑнатӑр эсир? — Эпӗ пуян мар вӗт-ха. Мускавран тухса килнӗ чух атте хуйхӑллӑччӗ, Володя унран: анне чирлӗ мар-и? тесе ыйтсан, вӑл ун ҫине хурлӑхлӑн пӑхса илчӗ те чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ. Американецсенчен пӗри, актерӑнни пек вылянчӑк пит-куҫлӑ та ватӑрахскер, ҫурт хуҫине тахҫанах пӗлет иккен. Ну, чуптӑватпӑр… Анчах вӑл — тӳрӗ хӗр… Хӗрача тумӗпе ҫӳреме хӑнӑхас тесе, эпӗ кунӗпех аппалантӑм, майӗпен ҫав ҫипуҫпа эпӗ хама меллӗнех туякан пулса ҫитрӗм. «Анчах хӗрачасен утти ун пек мар, — тет Джим, — тата кӗпе аркине ҫӗклесе алла шӑлавар кӗсйине чикес йӑлана пӑрахмалла», — тет. — Ох, хӑратӑп эпӗ, хӑратӑп чугун ҫул вакунӗсенчен, манӑн сехре хӑпса тухать вӗсенчен. Юлашкинчен вӑл этем сӑн-сӑпатне йӑлтах ҫухатнӑ. Тепӗр секундран вара, унтан та кунтан, нимӗҫ-автомачӗсем, тӑрлатма тытӑнчӗҫ. Вӑл ҫитсӑран ҫӗленӗ ик-виҫ тум туртса кӑларчӗ те: кусем III-мӗш Ричардпа унӑн тӑшманӗн вӑтам ӗмӗрти вӑрҫӑ тумӗ терӗ, унтан шурӑ коленкортан ҫӗленӗ вӑрӑм кӗпе, хурталлӑ калпак кӑларчӗ. Эпӗ ун ҫине пӑхсан, калама ҫук тӗлӗнсе, вӑл ӗлӗк Чӗмпӗр трактирӗнче манран укҫа выляса илнӗ Иван Иваноч Зурин иккенне палласа илтӗм. Андрей хӑйӗнчен тӗпе-йӗрӗпех каласа парасса кӗтнине туйса, Ярцев ӑнлантарса лачӗ: — Аташмалла пулса тухрӗ кунта. Ҫӑрттан мучи, тӗрлӗ ӗҫсене аса илсе пулмалла, пуҫне савӑнӑҫлӑн сулкаласа, хихиклетсе ячӗ, вара, хӑйне тимлесе итленине кура, сӑмахне кӑмӑлласах малалла тӑсрӗ: — Эх, хаклӑ граждансем тата… Мистер Трелони, шкуна ҫинчи ӗҫсене сӑнаса тӑрас тесе, доксем ҫывӑхӗнчи трактиртех пурӑннӑ. Сирӗн ыйтӑвӑрсене ӑнкарса илме йывӑр, вӗсем историпе ҫыхӑнман пек пулса тухаҫҫӗ, ҫавӑнпа эсир мӗн ыйтнине пиллӗкмӗш класра вӗренекенсем те чиперрӗн тавӑрса парайман пулӗччӗҫ… Телефон шӑнкӑртатса илчӗ. Вӑл аллине, тупанӗсене каллех ҫӳлелле тӑсса хучӗ. Нимӗнле тӗм те курман эпӗ. Ҫырӑва вӑл сестра аллинчен картах туртса илнӗ, вара, палатӑра пурте ҫывӑрса каясса кӗтнӗ те, пӗччен ларса, ҫырури сӑмахсене пӑшӑлтатса вуланӑ. Анчах хӑй сӑмах каличчен надзиратель ӑна ҫӑкӑрпа шыв тыттарчӗ те ҫаврӑнса тӑчӗ, унтан ним чӗнмесӗр тухса, алӑка шартлаттарса хупрӗ. Ку кайӑксем пӗрчӗсене те, ӑмансемпе хурт-кӑпшанкӑсене те пӗр пекех юратса ҫиеҫҫӗ. — Кунта Магацитл аннӑ, арланӑ ҫип ҫӑмхи ҫакса хунӑ туя йӑтса пынӑ, — терӗ Аэлита. Урамран тӑкрӑлӑкалла, тӳрех ҫынсем ҫинелле, саламачӗсемпе сулкаласа, утлӑ полици, тӑваттӑн, пырса кӗрсе кӑшкӑрма тытӑнчӗ: — Саланӑр! — Эсир тунмастӑр, пит тӗрӗс тӑватӑр, — тенӗ председатель, ҫапла каланӑ та свидетельсене чӗнме хушнӑ. Ҫав каҫ апатлашӑ чукне иккӗшӗ те йӑвашшӑн шӑпах ларчӗҫ. Ан чупту мана… Ун вырӑнне вара станицӑра вӑл иртен пуҫлаcа каҫчен ӗҫсе-ҫисе ҫӑвӑннӑ. — Анчах та акӑ, Серафим, ахаль платник ҫеҫ пулсан та, йӑпатма пӗлет». — Хе!.. Ҫапла, тӑван. Эпӗ ҫак хуҫӑка ҫӑра ӑшне тӑрса юлнӑ пайпа сыпма, ҫав пая мӗнле те пулин кӑларма тӑрӑшни те кӑлӑхах пулчӗ; юлашкинчен: «Эпӗ тепре айӑпа кӗтӗм» текен хӑрушла шухӑшпа килӗшмелле пулчӗ, ҫитменнине ку айӑп паянах, атте хӑйӗн кабинетне килсенех, курӑнать. — Ҫук, — тет король. Артур куҫӗсене майӗпен ҫӗклесе Христос сӑнӗ ҫине пӑхрӗ, анчах ун куҫӗнче йӑлӑнни мар, ҫылӑх ыйтнин вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ священнике аҫа-ҫиҫӗм пек ҫапса вӗлермен чаплӑ та мӗскӗн турӑран тӗлӗнни ҫеҫ палӑрчӗ. — Манахӑн ун мӗн калаҫмалли пултӑр? Нумай нацисене курса ҫӳрерӗм эпӗ, анчах ҫакна калатӑп: вырӑс халӑхӗ пек чуна кӑмӑллӑ, ҫемҫе чӗреллӗ халӑх ҫуках вӑл урӑх. Корчагин ҫак кунсенче пикенсех ӗҫлет, вӑл округри комсомол пленумне пухса ирттерет, отпуска пӗр шухӑшсӑр тухса каяс тесе, вӑйне шеллемесӗрех, туса пӗтереймен ӗҫсене вӗҫлеме тӑрӑшать. Санин хӑй аллине ҫак шуралса кайнӑ, чӗтрекен пӳрнесем ҫине хучӗ. Кирлӗ мар сан йӗрӗнчӗк укҫусем. Ан та суй, ан та вылят хӳрӳне тилӗлле, намӑссӑр! Мӗн шутпа илӗртмеллеччӗ санӑн ӑна чиркӗве? Ӑнсӑртран аса илнӗ пек пулса, вӑл пӗр ҫын, икӗ урине те паралич ҫапнӑскер, государствӑллӑ пысӑк ӗҫе туса пыни ҫинчен каласа пачӗ. — Эсир пӗлетӗр-и, Лена, эпӗ темле урӑх ҫын пулса тӑтӑм халӗ. Козельцов поручик хӑйӗн шӑлнӗне самантрах палласа илсе, ун патне пычӗ. Лось ҫул айӗнче кӗпер ҫинчи тӳпем чӗтреннине туять, анчах вӑл ҫурма тӗттӗмлӗхре шуса куҫакан ҫӑмӑл плаща ҫеҫ курать. Тачки, ҫилӗллӗн аллине сулчӗ те, манӑн пӳлӗм еннелле кӑтартрӗ. — Кузьма. — Пӗлетӗп. Сирӗн ӑсӑрпа опытлӑха шанма юранине те пӗлетӗп, Том. Эсир калаҫса тӑратӑр тата! Унтан, хӑй пулӑшу кӗтнӗ ҫынна сӑмахпа тӗкесрен хӑранӑ пек пулса, вӑл хушса каларӗ: — Ия, сэр, эпир пур те кӑнтӑрти штатсенчи американецсем. Ҫӑрттан мучи ҫиллентернӗ кушак пек хӑрлатса илчӗ: — Васкараххӑн! Автор пат чее май тупса тӑшман пырса тапӑнасси ҫинчен систерет. Вӑл хӑй те ҫаксене пурне те тунӑ. — Кала часрах, шуйттан сӑмси!.. — Эсӗ шуйттана асӑнса ан тӑр, председатель! Унсӑрӑн чӑрмаласа илӗп те акӑ… Мӗншӗн вӑл айӑплӑ-ха Грицко хӗрлисем патне кайнӑшӑн? Волошин майор, чышкисене чӑмӑртаса, тата тепӗр минут хушши пек нимӗҫ патнелле пычӗ, анчах кирек мӗн ыйтсан та, лешӗ, хирӗҫ чӗнес вырӑнне, йӗрӗннӗ пекле тутине ҫеҫ выляткаларӗ, е тата — хутран-ситрен сапаланчӑк ҫӳҫ пайӑркине силлентеркелерӗ. Эппин, ӑмсанмалла-и ун шӑпине? Пысӑк калуш тӑхӑннӑ урисем унӑн рахат-лукум пекех ҫӑра пылчӑк ӑшне тем тарӑнӑш ана-ана кайрӗҫ, шӑхӑрттара-шахӑрттара та нӑчӑклата-нӑчӑклата каялла тухрӗҫ. Ҫакна каланӑ чух городничий хӑйӗн пӳрнисене Иван Ивановичӑн табак мӑйракине чиксе ячӗ. Лешӗ ҫав вӑхӑтра, мӑйракине уҫса, табак йӑвалатчӗ. — Ах, ан та калӑр, полковой комиссар юлташ… — Каялла тавӑрӑннӑ чухне пирӗн пата кӗрсе тухатӑн-и? Вуншар спутник ярса ракета техникине алла илсен, Ҫӗр айккинчи станцие тума та пулать. Говэнпа Гешан пӑшӑрханнӑ хушӑрах малалла мӗн тумалли ҫинчен калаҫса татӑлчӗҫ. «Анчах Бяла Черквана пушар хыпсан, ун хӗлхемӗ Стара-Планина тӑрӑхӗнчи ытти ялсене те ҫитсе хыпса илӗ тесе шухӑшларӗ вӑл. Анчах та юр тарӑнни ӑна тӑшманӑн сапаланчӑк утлӑ ҫарӗпе ӑнӑҫуллӑн кӗрешме кансӗрлет. Ҫав ҫын Медынская упӑшки иккенне Фомана ҫавӑнтах каласа кӑтартнӑ… Вӑл хупахран инҫех те мар чарӑнчӗ те, нимӗн ҫук ҫӗрелле пӑхса, сӑмса витӗр тухакан сассипе юрланӑ пек хыттӑн ҫапла каларӗ: — Мӗнле те пулин ырӑ ҫын мана, суккӑр ҫынна, хамӑн тӑван ҫӗршыва паттӑрӑн сыхланӑ чухне хаклӑ куҫӑмсене ҫухатнӑскере, халӗ эпӗ мӗнле вырӑнта тӑни ҫинчен каламӗ-ши? терӗ. Элен ҫапах та парӑнма шутламарӗ. — Ҫумӑр кирлӗ. — Кирлӗччӗ ҫав. — Пупа чӗнсе килме, молебен тума ирӗк парсамӑрччӗ? Рипсимия пике: вӑл шӑлан ҫӑвӗпе сут тӑвакан ҫын, тесе шантарать. Нимфодора пике ӑна учитель ӗҫне кӗмешкӗн килнӗ тет. Тӗлӗнмелле, тепӗр тесен — шухӑшларӑм эпӗ, — юрататӑп пулин те, пач манса кайнӑ-ҫке ҫавӑн ҫинчен; манан ҫав хӗр ҫинчен шухӑшлас пулать». Ҫӗнтерӳ тунипе саламлатпӑр». Хатӗрлесе хунӑ ӗҫме-ҫиме тем тӗслӗ пулин те, ҫапах ватӑ сунарҫӑн Зеб Стумпӑн кӑмӑлӗ тулман, вӑл кунта тата пӗр кӑркка аҫи хушма шут тытнӑ, ҫавӑнпа та сунара кайса килме ӗлкӗресчӗ тесе, вӑл сержанта часрах тапранса кайма васката пуҫланӑ. Унтан каллех салтаксем пурте шавлама тапратрӗҫ. Сизов хӑй тӑванӗн ывӑлне аллинчен тытса вӑраххӑн каларӗ: — Ҫапла эппин, Федор, — эсӗ кайрӑн… Кун ҫумне тата ҫакна хушса калас пулать: икӗ ҫынтан пӗри, халӑх хушшинче «хаяр» тесе ят панӑскер, ҫав вӑхӑтрах чи ырӑ кӑмӑллӑ ҫын пулнӑ: вӑл хӑй аллисемпе ҫынсен суранне ҫыхать, чирлисене пӑхать, кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр лазаретсенче, сурансене ҫыхакан пунктсенче ирттерет, ҫара уран тата выҫӑ ачасене хӗрхенсе макӑрма хатӗр, унӑн нимӗн те ҫук, мӗншӗн тесен вӑл хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех чухӑнсене валеҫсе панӑ. Ҫав кунах, каҫхине, Засекинсем патне яланхи хӑнасем пухӑнчӗҫ, вӗсем хушшинче эпӗ те пултӑм. — Мӗн? Ҫак тӗссӗрленсе кайнӑ питӗ кивӗ хапхан, икӗ енӗпе те хушӑк-ҫурӑклӑ тӗссӗр хӳме тӑсӑлать; хӳмен сылтӑм пайӗ малалла хытӑ ӳпӗннӗ, халь-халь лаштӑртатса анассӑн туйӑнать, сулахай пайӗ картиш еннелле хыҫалалла тайӑлнӑ, хапхи вара тӳррӗнех тӑрать-ха, хыҫалалла ӳксен лайӑх-ши е малалла тӳнсен меллӗрех-ши тесе иккӗленет пулмалла. Давыдов пӳрте кӗчӗ, сак ҫине ларчӗ, саламатне сак айне пӑрахрӗ. Батальонӑн сылтӑм флангӗнче танксем ӗнтӗ оборонӑна татса кӗчӗҫ. Шалаллах кӗрсе пыраҫҫӗ. Пынӑҫем ӑнран кайса чупакан салтаксене пулемётсемпе ҫунтараҫҫӗ, гусеницӑсемпе лапчӑта-лапчӑта пӑрахаҫҫӗ. Сылтӑм флангра тӑнӑ иккӗмӗш батарейӑра пӗр артиллерист та юлман, пурте ҫапӑҫура вилнӗ. Рубеж вӑтаҫӗрӗнче танксем стрелоксен окопӗсем тӗлӗпе иртеҫҫӗ. Иртнӗ хушӑрах, кӗрлесе те уласа, ҫаврӑнса илеҫҫӗ те, окопсене тӑпра тултара-тултара хӑвараҫҫӗ. Эпӗ тата ҫакна та кураттӑм: ҫӗнӗ кӗнеке мужикӑн каймасан та, вӑл ӑна хисеплесе пӑхать, кӗнеки ун аллинчен кайӑк пек вӗҫсе тухса кайма пултарнӑ пек, вӑл ӑна сыхланса сӗртӗнкелет. Акӑ шутласа пӑхӑр-ха: речӗ-речӗпе хупӑсӑр ешчӗксем лараҫҫӗ, ҫав ешчӗксенче унччен термитсем пурӑннӑ темӗн чухлӗ пӗчӗк шӑтӑк — вара эсир ҫӑмӑллӑнах кӑткӑ йӑвин ӑшчиккине куҫ умне ӳкерме пултаратӑр. Чӳрече хыҫӗнче таҫта, вӗҫекен нӑрӑ сӗрлет, урамран тата улма-ҫырла сутакан вӑрӑммӑн та салхуллӑн тӑсса: «Ҫырла, ҫырла!» тесе кӑшкӑрни илтӗнет. — Килӗнче шырарӗҫ ӗнтӗ ӑна, тупаймарӗҫ, — сӑмахне тӑсрӗ пӑшӑрханнӑ игумен. Ҫав ӳкерчӗк ҫине пӑхса телеграфист аппарата та итлеме пӑрахнӑ-мӗн, вӑл куҫне кантӑк ҫинчен илет те, ирттерсе янӑ сӑмахсене вулас тесе, лентӑна ывӑҫ тупанӗ ҫине хурать. Елена пуринчен те ҫирӗп пек туйӑнчӗ, анчах унӑн чӗри тӗлӗнмелле лӑпкӑ пулчӗ, халиччен нихҫан та унӑн ҫакӑн евӗр туйӑм пулман. — Ку ҫав япала, — терӗ ҫынсенчен пӗри, вӑл ҫак дружинӑн начальникӗ пулас. Акӑ куртӑр-и, эпӗ каланӑ пекех тухрӗ. Алексей тетӗшне масар ҫинче пытарнӑ кун, тупӑкне шӑтӑка антарса, ун ҫине ывӑҫла-ывӑҫла сарӑ хӑйӑр сапма пуҫласан, Никита тетӗшӗ пырса ҫитрӗ. Ҫав пысӑк, вайлӑ ҫын вара сасартӑк пӑхӑнуллӑн тӗршӗнчӗ, ун патӗнчен вӑл парӑннӑ, анчах ҫиллине пытарнӑ тискер кайӑк евӗр пӑрӑнса утрӗ. — Тепӗр тесен, ҫав виҫҫӗмӗш сословинче те хисепе тивӗҫлӗ ҫынсем тӗл пулаҫҫӗ, — хирӗҫлесе каларӗ Буабертло. Африка ҫыннисен кӗсье ҫук вӗт — тата ӑҫта тума пултарччӑр ӑна вӗсем? Пуринчен ҫамрӑкки, рабочилле тумланнӑскер те:— Булгаков тӗрӗс калать, — терӗ. Пурте, вӑл шутра Поттер хӑй те, тӗлӗнни палӑрса кайрӗ. Эпӗ сана айӑп тумӑп — ман ҫине эсӗ ытти пур арҫынсем пӑхнӑ пекех пӑхрӑн: хӑвӑн япалу пек пӑхрӑн, хаваслӑх та пӑшӑрхану е куляну паракан хӑвата курнӑ пек юратрӑн, вӗсем пӗр-пӗринпе улшӑнсах пынӑ, вӗсем пулмасан пурнӑҫ та кичем-ҫке. Анчах ҫапах та акӑ мӗн паллӑ пулчӗ: атмосферӑн пусару вӑйӗ темиҫе пине ҫитсен сывлӑш хытӑ япала пулса тӑмалла: вара пирӗн ӳт-пӳ ҫав тӗлти пусарӑва чӑтса тӑрас пулсан, мӗн чухлӗ тавлашсан та, малалла кайма чарӑнса тӑмалла пулать. Макара та ҫӑмӑлах пулман-и тен, вӑл ҫакна палӑртман ҫеҫ пулӗ? Тепӗр кунне ача гостинӑя именчӗклӗн кӑсӑкланса кӗчӗ: кунта вӑл леш тӗлӗнтермӗш хула хӑни килсе вырнаҫнӑранпа та кӗменччӗ — вӑл ӑна ытла ҫиллес те шавлӑ пек туйӑннӑччӗ. «Хулана ҫынсем ытларах илем кӳртеҫҫӗ пулас», — салхуллӑн шухӑшларӗ вӑл, альбомсене пӑрахса, вара каллех хӑйӗнни ҫинчен шутлама пуҫларӗ. — Ӑнланмалла! — терӗ Негоро. Тенкелсем айне кӗрсе выртрӗ те хӑракаласах кӗтме пуҫларӗ. Гальцин князь, Нефердов подполковник, Пест юнкер барон, ку вара вӗсене бульварта хирӗҫ пулнӑ, тата Праскухин, ӑна никам та чӗнмен, никам та калаҫман унпа, ҫапах та вӑл вӗсенчен юлман, бульвартан тӳрех Калугин патне чей ӗҫме кайрӗҫ. — Вӑл Захарченко мар — Колесниченко, — терӗ ҫине тӑрсах сталинградец. Кирек те мӗнле минерал татӑкне илсе вӑл мӗнле хуҫӑлнине кура, ӑна тулашӗнчен пӑхса, унӑн ҫирӗплӗхне, епле шӑранса ҫемҫелнине, чанкӑртатнӑ сассине, шӑршине е тутине сӑнаса пӑхса, вӑрах шухӑшласа тӑмасӑрах ҫав минерал мӗнле минерал иккенне каласа парать, наука халиччен пӗлсе ҫитнӗ ултҫӗр тӗслӗ минерал хушшинче классификаци йӗркипе вӑл хӑш вырӑнта тӑрассине те кӑтартса парать. Чиркӳ ӗҫӗ Коперникӑн вӑйӗпе вӑхӑтне питӗ нумай илнӗ. Виҫ хут хӑвӑртлӑхпа таплатассине ыйтмастӑп, анчах куҫ виҫипе лӑпкӑлӑх — чи кирлисем. Ыйткалакан хӑй ҫӗр пӳрт тулашӗнче туйи ҫине таянса тӑрать, ҫӗр пӳртре тӑсӑлса тӑма та ҫук-ҫке, тулта юрать. — Мӗн каласшӑн эсӗ апла, Кассий? — тесе ыйтрӗ плантатор. Ҫапла, пӗр сехете яхӑн-и, ытларах та-и ирттертӗм пулӗ. «Бэла, мӗншӗн эсӗ ассӑн сывласа илтӗн? кулянатӑн-им ытла?» — тесе ыйтаттӑмччӗ хӑш чух. Иккӗмӗш хут калатӑп: тылра сана кашни хӗрарӑмах, йытӑ ҫурине ярса илнӗ пек, ӗнсерен тытса ҫӗклӗ! — Айӑп ан тӑвӑрах, сирӗн пӗр стакан шыв тупӑнмӗ-ши, — терӗ Вышимирскине чипер картузли. Джим корольтен пӗр-ик сӑмах французла калаҫма ыйтнӑ-мӗн — ҫав чӗлхе мӗнлереххине хӑлхипе кӑшт итлесе пӑхас килнӗ унӑн, лешӗ ӑна: тахҫантанпах Америкӑра пурӑнатӑп, темӗн чухлӗ инкек чӑтса ирттертӗм, ҫавӑнпа французла калаҫма пачах манса кайрӑм тенӗ. Сасартӑк доктор ӗхлетсе илетчӗ, вӑл кӗнеке вуланӑ май чи хӗпӗртемелли вырӑна ҫитнӗ те аллисене сӑтӑркалатчӗ, унтан вӑл хӑйӗн кашни пушмакне темшӗн кӑшлама юратнӑ чӗрӗп ҫине кӑшкӑркаласа илетчӗ. Ман пӳлӗме — Анна Степановна кӗретчӗ — вӑл ҫӳлӗскер кӑна, кӑмӑллӑ ырӑ ҫын, ӑна пурин ҫинчен те калама юрать, пурне те шанма пулать ӑна каласан, — вара вӑл сӑмах хушмасӑрах ман умма темӗн пысӑкӑш кукӑль хунӑ турилкке лартатчӗ. …Халь те пӗкӗрӗлмен иккен-ха вӑл, хуйха-суйха парӑнмасть, кӑшт ҫеҫ кӑвакарнӑ иккен те, усӑнарах аннӑ ҫӑвар аяккипе икӗ тарӑн йӗр хывӑннӑ. — Эпир тепӗр утрав шырӑпӑр, — терӗ Гленарван, Мак-Набс тӗртсе хунинчен йӑл кулмасӑр тӳссе тӑраймасӑр. Паллах, вӗсем папӑна ырласа мухтӗҫ. Ун пек тумасан какайӗ шӑмми ҫумне шӑнса ларать те вара ӑна ниепле те ҫӗҫӗпе касма ҫук, виҫҫӗр кӗрепенкке туртакан упа тушкине ҫуна ҫине хурса, ӑна яка мар пӑр тӑрӑх турттарасси ҫӑмӑл ӗҫ мар. Шывӗ тӑп-тӑрӑ, пит тутлӑ та ҫав тери сивӗ, ӑна пула крушкӑн тулашӗ тарласа кайрӗ. Эпир мӗн тӳссе курнине ыттисем те чӑтма пултарӗҫ тесе шухӑшламастӑп та. Лайӑх ӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑл… Хӗрарӑма хирӗҫ кӑкӑра чиксе килнӗ темӗскер — сивӗ те хытӑскер — унӑн куҫӗсен ӑша ҫутийӗпе ирӗлме пуҫланӑ. — Эсӗ тӗрӗс шутлатӑн. Йывӑҫсем вӗҫленчӗҫ, ун умӗнче тӗмескеллӗ, пушӑ сӑрт-тӳремлӗх сарӑлса выртать, — пӑрлӑ ту тӑрри чылай инҫетре. Вӑл ялти йӑласемпе халапсене ыттисенчен лайӑхрах пӗлет пулмалла. Вӑл хӗрсе кайса, аллисемпе хӑлаҫланкаласа, Долиннике калать: — Ну вот хайхи Фукс, Блувштейн, Трахтенберг ун патне ҫӑкӑр-тӑварпа кайма шут тытнӑ. Кӳме хускалчӗ те малалла кайрӗ, анчах унта ларса пыракан старик вӑрахчен ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Вӗсем вуншарӑн, ушкӑнпа пурӑнаҫҫӗ, йытӑ пек вӗреҫҫӗ, туземецсене хӑратаҫҫӗ, мӗншӗн тӗсен ачасене вӑрлаҫҫӗ, вӗсене чӑрмалаҫҫӗ, ҫыртаҫҫӗ. Каяр ӗнтӗ, мӗнех вара сана уншӑн? — ӳкӗтлеме тытӑнчӗ ӑна Мересьев. Разметнов ӑна тимлӗн, сайра хутран сӑмах хуша-хуша хурса, хӑмӑр-хӗрлӗ тӗс ҫапнӑ питҫӑмарти ҫинчен алтупанне илмесӗр итлесе ларчӗ. Сылтӑм алли чавса таран татӑлса ӳкнӗ, ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫанни ӑшӗнчен юн пӗрхӗнсе, сирпӗнсе пырать. — Ырлӑх-сывлӑх сунатӑп, Софья Павловна, — ҫемҫе кӑмӑлпа каланӑ Маякин, сылтӑм аллине хӗрарӑм еннелле тӑсса пырса. — Хӗвет-и? — тӗлӗнсе вӑрӑмӑн тӑсса каларӗ Натали, вара Ермохина туртса: — Ну, арҫури, апла пулсан — хӑвӑн турруна тав ту! — терӗ ӑна. Тепӗр кун ун пӳлӗмӗн алӑкӗ патӗнче шӑнкӑрав чӑнкӑртатрӗ; вӑл уҫма чупса ҫитрӗ, алӑкран ливрейлӑ шинель тӑхӑннӑ лакей пӗр хӗрарӑма тата унӑн вунсакӑр ҫулхи хӗрне ертсе кӗчӗ. Гвоздев койка пружинӗсене чакӑртаттарса ҫаврӑнкаларӗ, Степан Иванович, хӑйӗн ӑшӗнче темскерсем татӑлнӑ пек, шӑхӑрса хӑрлаттарчӗ. — Эпӗ каҫхине килӗп, — терӗ вӑл. — Юргин патнелле чупса пырса, вӑл пӳрнипе хӗвеланӑҫ еннелле тӗксе кӑтартрӗ. — Ав ӑҫта чавмалла! Суккӑр-и-мӗн? Ав, ҫынсем курӑннӑ ҫӗрте! Эс вӗреннӗ, кӗнекесем вуланӑ — мӗн кирлӗ сана? Генри Пойндекстер пуринчен те мала иртсе, мустангера тус пек саламларӗ. Татаринов капитана шырамалли экспедици ӗҫне эп пӗтерсе хутӑм! Сутӑнчӑксене, Кандовсемпе Аврам пеккисене ют ҫуратса ӳстерме пултарчӗ. — Фью-ю! — тесе, вӑрӑммӑн шӑхӑрса илчӗ Умрихин. «Текех пӑлханмӗҫ, сволочсем. Фелим индеецсемпе ягуар ҫинчен каласа кӑтартнине илтсен, «ку пӗтӗмпех шухӑшласа кӑларнӑ япала, кӑна суда аташтарас тесе шутласа кӑларнӑ» тенӗ. Тен, тата урӑх сӑлтав тупӑнсан? Вӑл Совет Союзӗн Геройӗ пулнӑ; хӑйӗн хушаматне каласа парсан, Алексей унӑн пит хӳхӗмех те мар кӗлетки ҫине интересленсе пӑхса илчӗ. — Мӗншӗн калаҫас мар вара? — терӗ карчӑкӗ, — ӗҫне пӗтернӗ, вӑхӑчӗ те инҫе мар ӗнтӗ. Гусев, унран перӗннӗ хыҫҫӑн, кӑсӑрукне ҫамки ҫине тӗртсе хӑпартрӗ: — Эпир тискерчӗксем тейӗн… Возняков политрук тӗлӗнсе кайса, хут тытнӑ аллисене усрӗ. Санин секундантсене пӗр-пӗринпе паллаштарчӗ: — W-r Richter, sousJiutehaht! Эпӗ мӗн тумаллине ӑнлантӑм та ҫавӑнтах саспаллисене пӗр-пӗрин айне лартса ҫак йӗркепе ҫырса хутӑм: — Юрать, — терӗ профессор вуламасӑрах. Ҫавӑнтах консерва банкине те тупрӑмӑр, ҫине: «Борщ малороссийский. Тӗрӗс вӗт? Граф, ҫак ҫырӑва сасӑпа вуласа тухнӑ май, малтан нӑшӑклатса илчӗ, унтан, йӑлтах аптраса ӳксе, ӗсӗклесе йӗме тытӑнчӗ. Чӳречене ҫумӑр шакканӑ пекех пӑшалтан пени илтӗнсе кайрӗ. Тӳррипе каласан, пирӗн пуҫсем тӑрринче ҫӳлте Исланди тӑвӗсем лараҫҫӗ-и, Атлантик океанӗн хумӗсем шавласа явӑнаҫҫӗ-и, — кунти гранит никӗсӗсем тӗреклӗ пулсан пирӗншӗн пурпӗрех. Ҫавӑ вӑл хӑйне май «юлашки пӑнчӑ». Тахҫантанпах ӗнтӗ, ӑҫта-тӑр, эпир тӑракан таса мар, шӑршлӑ вырӑнсенчен аякра, питӗ-питӗ пысӑк, вӗр-ҫӗнӗ, шуҫӑм пек ҫутӑ пурнӑҫ аталанса, ҫӗкленсе пырать. Пур асапӗ-тӗсепӗ, тарӑхса хӑшкӑлни, хушӑран намӑсланни те, ҫывӑх тус-йышӗсем пуҫӗсене кӑлӑхах хуни, ҫавсемпе пӗрлех тата шанчӑксӑр юратӑвӗ те хупӑнса ларни, ӑша кантарми ҫилӗ, нимӗнле йӑпатайми тунсӑхӗ, пӗр-пӗччене тӑрса юлни те кун-ҫулӗнче ӗмӗчӗ сӳнни, вӗҫӗ-хӗррисӗр аса илӗвӗ — ырри те пулнӑ пуль унта, усалли те, анчах пур пӗрех ҫавсем халь нимӗне тӑманни — пӗхӗмпех куҫҫульпе хутшӑнса тӑкӑнчӗ. Вылякан шыв ҫинче барка хуллен чӳхенсе ларать, таҫта хурлӑхлӑ сасӑпа хирӗнекен йывӑҫ чӗриклетет, палуба ҫинче ҫемҫен ҫумӑр шӑпӑртатать, хумсем барка аяккине ҫапӑнса шӑпӑлтатаҫҫӗ… Грушницкий хӑйӗн вырӑнӗнчен сиксе тӑчӗ те хӗрсе каясшӑн пулчӗ. — Йӗре-иӗре ыйттӑр — ан пар, ӑна хирӗҫ ху макӑрса яр! Анчах сӑмах ун ҫинчен мар… «Дунканпа» тӗл пулни «Макаришӗн» вилӗм пулӗччӗ. — Мӗнле угодник тата эсӗ? — терӗ ӑна хирӗҫ Белобородов. Салтак аллисене сарса пӑрахса, чарӑнса тӑчӗ, анкӑ-минкӗ пек, Озеров ҫине пӑхса илчӗ. — Ку эрехе настоятель юратать. Унсӑр пуҫне эпӗ хам кӑна арӑмпа ҫапла пурӑнатӑп, ыттисем ун пек пурӑнмаҫҫӗ пуль тесе хама хам асаплантарнӑ. Ия ҫав, ҫапла, вӑл мистер Генри ҫухалнӑ ҫӗрех, ирхине ирех, хӗвел тухсан, пӗр сехетрен пулнӑ. Каласан кулӑшла та тӗлӗнмелле, анчах эпӗ ҫакна лайӑх пӗлетӗп: хӑшпӗр ҫынсен туссене, упӑшкасене, ачасене юратасси ун ҫинчен французла калаҫма чарсанах пӗтнӗ пулӗччӗ, унашкал ҫынсем палла обществӑра, уйрӑмах хӗрарӑмсем хушшинче, нумай пулнӑ тата халӗ те нумай. Ҫаксене ҫеҫ асӑнни Фоман кӑмӑлне тултарайман. Тытса пымалли кабини те унӑн пирӗн ракетӑри пекех: приборсене Ҫӗр ҫинчи радиосигналсене илсе тӑма, вӗсене ракета механизмӗсене парса тӑма юри хатӗрленӗ релепе ҫыхӑнтарнӑ. Йытӑсем — ӑслӑ халӑх, вӗсем политика енчен те пӗлерех параҫҫӗ, ҫавӑнпа та ҫак ҫырусенче ку упӑшкан портречӗ, унӑн ӗҫӗсем пурте пулӗҫ. Ҫулсем тикӗс, хӗвел ялтраса пӑхать, сывлӑш кӑкӑра уҫӑлтарать. Ҫавна эпӗ хама тытса кайнӑ чухне кинжалпа чӗртӗм. — Ну, сӑмахлама юратать ку! — терӗ Умрихин, тӳсеймесӗр. Минскин хура кӑтрисене йӑлтӑртатакан пӳрнисем тавра явӑнтарса, вӑл ун ҫине ӑшшӑн пӑхса ларнӑ. Кунта пиртен урӑх никам та ҫук, никам та нимӗн те пӗлес ҫук. Эпӗ ун ҫине хурланса пӑхрӑм. Эпӗ вӑл тӗлӗшрен хӑнӑхса ҫитнӗ ҫын. Ҫапах та, вӑл хӑйӗн ятне — тискер мустангсене йӑвашлатакан ҫын ятне пӑсас мар тесе — пӗлсе тӑрсах йӗнер илмен. Юлашкинчен Алексей ҫапах та хӑйӗн авӑнман пӗр урине кабинӑна кӳртрӗ, унтан, пӗтӗм вӑйне пухса, тепӗр урине те туртса кӳртрӗ те лармалли вырӑна йывӑррӑн анса ларчӗ. Унтан вӑл пӗчӗкҫӗ ҫырма патне пычӗ, тӑраниччен шыв ӗҫрӗ, чылайччен ҫӑвӑнчӗ. Хӗрӳллӗ калаҫу пынӑ хушӑрах вӑл хӑйсен йӑнӑш шухӑшӗсене йышӑнманнине палӑртса, Цветаевпа пӗрле тухса кайрӗ. Эсир-и ҫак, Зеб Стумп? Э-э? — Ашкӑнмастӑп тесе тупа тӑватӑн-и? — тесе ыйтнӑ Маякин. Мана ӳкӗтлеме ан шутлӑр. Маттур, Александра! Ҫавӑн пек вӑрттӑнла ӗҫ прерисенче халиччен нихӑҫан та пулман. Чӑтма ҫук, чӑтма ҫук кӳрентермелли сӑмах каласшӑн ҫунса, вӑл Дымов патнелле пӗр утӑм турӗ те, пӳлӗнсе-чыхӑнса, ҫапла кӑшкӑрче хучӗ: — Эсӗ пуринчен те начар! Унӑн таса мар сӑмси шӑтӑкӗсем хуллен пӗрӗнсе сарӑлнӑ. Ҫапла ӗнтӗ юн та юхма тытӑнчӗ, — пӑлхав хускалсах хускалчӗ темелле. — Чӑнах-и? — ыйтрӗ майор. — Анчах ак пӑх-ха, шкула сӗт илсе килнӗ те, анчах эпӗ, мӗнле сӗт иккенне пӗлесшӗн пулса, ирхи апат пама чарса тӑратӑп, лайӑх сӗт пулсан малашне те вӗсенченех илнӗ пулӑттӑмӑр, начар пулсан илмен пулӑттӑмӑр. Вӑл тумбочка ҫинчен сиксе тӑчӗ, сулахай аллипе хӑйӗн мӑйӑхне турткаларӗ, сылтӑм аллине чӑмӑртаса, ун шӑнӑрне карӑнтарса, ҫирӗп чышкӑ турӗ те куҫне ҫиҫтерсе илчӗ. Тыррине виҫме тытӑнчӗҫ. Унӑн сарлака пусми ҫинче, ҫурт ҫӳллӗшӗн виҫҫӗмӗш пайне кӑна ҫитекен, ҫӳлелле ансӑрланса хӑпаракан тӑваткал колоннисен хушшинче, марсиансен пысӑках мар ушкӑнӗ тӑрать. — Ҫӗрпе пӗлӗт пӗрлешнӗ вырӑн. Кам пӗлет, вӗсем ун чух электричество ҫутасси ҫинчен те ӗмӗтленнӗ пулӗ, тен. — Тытӑр вӗсене, театртан кӑларса пӑрахӑр, кашнине ҫирӗм пилӗкшер хут саламат парӑр! — кӑшкӑрчӗ Голуб. Унта пӗр рояль ларать, ӑна авалхипе хальхи партитурӑсемпе тултарнӑ, ҫавӑнтах туса пӗтереймен картинӑсемлӗ мольбертсем, мрамортан тунӑ статуйӑсемпе консальсем лараҫҫӗ; гобелен ҫыпӑҫтарнӑ стенасем ҫинче Фламандри маҫтӑрӗсен алли витӗр тухнӑ картинӑсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Ҫапла вара, ҫав пусӑ сирӗнтех тӑрса юлчӗ. Кӗтмен ҫӗртен килни — Эй, негр, сан хуҫу ӑҫта? Обжогов капитаншӑн пулсан штабс-капитан Михайлов аристократ, мӗншӗн тесен ун шинелӗ те, перчеткисем те таса, вӑл ӑна, кӑштах хисеплет пулин те, чӑтма ҫук юратмасть, штабс-капитан Михайловшӑн пулсан Калугин адъютант аристократ, мӗншӗн тесен вӑл адъютант тата ытти адъютантсемпе «эсӗ» тесе калаҫать; ҫакна пула вӑл, ӑна, хӑй унтан хӑрать пулин те, юратсах каймасть: Калугин адъютантшӑн пулсан Нордов граф аристократ, вӑл вара ӑна ялан ятлаҫать, хӑй ашӗнче вӑл ӑна флигель-адъютант пулнӑшӑн кураймасть. Ҫав тери хӑрушла сӑмах вӑл аристократ. Мӗншӗн-ха Зобов подпоручик штаб офицерпе пӗрле ларакан юлташӗ патӗнчен иртсе кайнӑ чух ирӗксӗррӗн кулкаласа илет? Тата — пирвайхи боевой вӗҫевсенченех машинӑсӑр таврӑнни, ҫӗнӗ машина парасса кӗтсе резервра ҫапкаланса пурӑнни, фронтра пирӗн пысӑк ҫӗнтерӳ ҫуралнӑ хӗрӳ вӑхӑтра ӗҫсӗр ларни — мӗне юрӑхлӑ вӑл! Ҫакӑн пек кунсенче ӗҫсӗр ларма пулмастех… Уйӑха яхӑн тӑсӑлчӗ пирӗн айванрах та ытарса пӗтермелле мар юрату юмахӗ, Олеҫҫӑн чечен сӑнӗпе пӗрле паян кунчченех шанӑҫман вӑйпа пурӑнаҫҫӗ ман чӗрере ҫунса тӑран ҫав каҫхи шуҫӑмсем, лантӑшсеннипе пылӑн исленсе ирӗлекен техӗмлӗ шӑршине ывӑҫласах сапакан, уҫӑ, хавас чӗрӗлӗхпе те вӗҫен кайӑксен янӑравлӑ шавӗпе тулнӑ ҫав сывлӑм шывӗллӗ ирсем, ҫав шӑрӑх, ӗшенчӗклӗ те ӳркевлӗ июнь кунӗсем… Дежурнӑй пырса кӗчӗ. Малалла — суту-илӳ урамӗ, чупакан ҫынсен ушкӑнӗсем, тӗрткелешӳ, акӑ ҫапӑҫакан ҫӗртен ҫара ҫерҫи ҫуначӗн винчӗпе вирхӗнсе тухакан темӗнле марсиан. Елена вара Шубин ҫинчен, Курнатовский ҫинчен, хӑй икӗ эрне хушшинче мӗн туни ҫинчен, хаҫатсем ҫырнӑ тӑрӑх пӑхсан, вӑрҫа пулмасӑр иртме пултарайманни ҫинчен, ҫавӑнпа та Инсаров сывалса ҫитсенех, пӗр минут та ахаль ирттермесӗр тухса кайма укҫа-тенкӗ хатӗрлемелли ҫинчен калаҫрӗ… Анчах вӑйлӑ алӑ мана айккинелле тӗртсе ячӗ, мӗскӗн Нэна саламат ытти чурасен хушшине хуса кӗртрӗ. Озеров капитан планшетне уҫрӗ. Николай Антоныч ҫав обществӑн членӗнче тӑни ҫинчен мана Кораблев каласа панӑччӗ-ха, Ромашкӑна хам тӑвас тенӗ доклад ҫинчен каласа панӑшӑн та мана ятласа илнӗччӗ. «Ял — тесе мӑкӑртатса илет вӑл. Мускавра ӑна кунти ҫул ҫинчен тӗплӗн ӑнлантарса янӑ. Чӑн-чӑн ҫар ҫынни пулса, вӑл темиҫе ориентир тӑрӑхах санаторине каймалли ҫула тупрӗ. Самантлӑха Володя чул юпа пекех хытса тӑчӗ, мӗн пулса тӑнине те ӗненесси килмерӗ ун. — Акӑ, пӑхӑр! — терӗ ӑна ватӑ ҫын, тепӗр еннелле ҫаврӑнса. Шел, ҫунтарса ячӗҫ йӗкӗте, вӑл пулнӑ пулсан, ун аллинчен ҫав шайкӑри пӗр ҫын та тараяс ҫукчӗ. Тахҫан эпир Собор садӗнче Петькӑпа иксӗмӗр тупа тунӑ сӑмахсене: «Кӗрешер те шырар, тупар та парӑнар мар», тенӗ сӑмахсене аса илтӗм эпӗ. Эсӗ Бен Ганна тупрӑн. Юрать-ха, хумсем кӑштах чарӑнчӗҫ, ҫил лӑпланчӗ, пӗлӗт витӗр хӗвел те пӑхрӗ. Халь ӗнтӗ, Венӑри чи лайӑх ӑстаҫӑ тунӑ инструмента туяннӑ хыҫҫӑн, ҫав ним мар шӑхличӗне ҫӑмӑллӑнах ҫӗнтерессе Анна Михайловна нимӗн иккӗленмесӗрех шанса тӑнӑ. Аннене пытарнӑ хыҫҫӑн питӗ ывӑнса, Песчинка юханшывӑн тепӗр енӗпе киле ҫитрӗмӗр. Тӗлӗнмелле хӳрине пула авалхи вӑхӑтра вӑл нумай ҫынна хӑратнӑ. Комиссар форточкӑна уҫса хула шавне илтессишӗн пӗртте тӑрӑшман. Ку йывӑҫсем ҫине вӗсем хӑйсем пӗчӗк чух пакшасем пек хӑпара-хӑпара кайнӑ. — Эпӗ ак мӗнле шутлатӑп: каютӑсене ухтарса тухатпӑр, юлнӑ пек япаласене пӗтӗмпех илетпӗр, унтан, ҫырана тухса, вӗсене пытаратпӑр. Ют ҫын шӑпипе хуҫаланма вӗсене кам ирӗк панӑ? Отвечӗсем кӗттерсе тӑмарӗҫ. Патагонец каланипе, куҫса ҫӳрекен йӑхсен аллине ҫакланнӑ европеец, вӗсем Рио-Колорадӑпа Рио-Негро хушшинчи пампассенче ҫӳреҫҫӗ. Рамадӑра тин ҫеҫ тискер кайӑк пек сирпӗнтерсе ҫӳрекен патагонец чӑтайман енне чӗтрекен лаши патне пычӗ те, ӑна лайӑх йӗнерлеме пикенчӗ. Енчен эпир вӗсен киммине тупса юхтарса ярсан, шериф вӗсене пурне те тытать. Мӗншӗн илсе тухса кайрӗ-ха вӑл ӑна? — Мӗнех вара, тухма та пултаратчӗ, — терӗм эпӗ. Ниушлӗ маншӑн хӑрушӑ пулма пултарнӑ? Лашасем сахал. Хӑйсен намӑсне кура ялта пурӑнакансенчен пӗри те «Адмирал Бенбоуна» пыма килӗшмерӗҫ. Лав площадь урлӑ каҫса ялтан тухса кайрӗ. — Мӗнех вара, тен, ку аван та пуль. Ликерӗ патока пекех ҫыпӑҫаканскер, нашатырнӑй спирт пекех ҫунтараканскер пулнӑ. — Мӗнле-ха апла, пурте харӑс кӗпӗрленсе ҫитсен? Деренков, типсе ларнӑ алӑллӑ, ырӑ сӑнлӑ, ҫутӑ сухаллӑ, ӑслӑ куҫлӑ ҫын, хулара вулама чарнӑ тата сайра тӗл пулакан кӗнекесен чи лайӑх библиотекине тытатчӗ, — вӑл кӗнекесемпе Хусанти нумай шкулсенчи студентсем тата революци шухӑшлӑ тӗрлӗ ҫынсем усӑ куратчӗҫ. Кам ӑна мӑшкӑл тумашкӑн тӑшман аллине пама хӑйӗ? Чӳречисене пурне те ярах уҫса пӑрахнӑ, ҫуртасем ҫутнӑ; пупсем кӗлӗсем вуланӑ. Пӗр Юргин ҫеҫ, вӗсен сӑмахне итлесе, пӗрре пӗрин ҫине, тепре теприн ҫинелле пӑхкаласа, ним шарламасӑр палан куклипе тӑрмашрӗ. — Ҫакӑ тӗрӗс тесе шутлатӑр-и эсир? Сана куншӑн намӑс, Дубков: ху япӑх тӑватӑн-тӑк, ыттисене те ҫаплах тутарасшӑн. Пирӗн кушака та вӗлертӗрччӗ, атту вӑл кулуюккасене тустарать», терӗ. — Ку, ывӑлӑм, пачах урӑх ӗҫ! — кӑшкӑрса ячӗ Разметнов, палӑрмаллах савӑннӑ пек пулса. Ҫамрӑклах, санӑн нимӗнле пӑшӑрхану та ҫук, пӗтӗм тӗнче пурлӑхӗ сан пек туйӑнать, хурлӑх та сана йӑпатать, хуйхӑ та сана килӗшет, эсӗ хӑвна ытлашши шанатӑн та чӑрсӑрланатӑн, эсӗ калатӑн: эпӗ кӑна пурӑнатӑп — курӑр, анчах хӑвӑн кунусем иртсех пыраҫҫӗ; йӗрсӗр, шутсӑр иртсе ҫухалаҫҫӗ, йӑлтах хӗвел питӗнчи ӑвӑс пек, юр пек ирӗлсе ҫухалать… Тӗлӗннипе, ҫӑвара карса пӑрахсах, эпӗ хамӑн куҫ умӗнче сарӑлса выртакан тӗнчене сӑнаттӑм… — Эх, тӑманасем! Мӗнтен хӑраса ӳкрӗр? Ҫӳҫӳнтен сан ырӑ шӑршӑ ҫапать. Вӑл тухатмӑш тесе унтан пӗтӗм урам хӑраса тӑрать; ун ҫинчен ҫапла калаҫаҫҫӗ: пушар вӑхӑтӗнче вӑл пӗр темле полковникӑн виҫе ачине тата чирлӗ арӑмне вут ӑшӗнчен ҫӗклесе кӑларнӑ, теҫҫӗ. Ӑйӑрсем, ан тив, юртчӑр, эпӗ сана хамӑн хуйхӑм-суйхӑма каласа парам. Ҫынни эсӗ, салхуллӑ пулин те, ӑнланма та, хӗрхенме те тивӗҫ… Чӗрнисемпе чултан ҫакӑнкаласа вӑл темиҫе шит улӑхрӗ, анчах кӗпер карлӑкӗ тип-тикӗс, пӗр ҫурӑк та, пӗр тухса тӑракан чул та ҫук: чулсене ҫав тери тикӗс танлаштарса купаланӑ. Радуб вӗҫерӗнсе ҫӗре ӳкрӗ. Хӑть квас ыйтса пӑхрӑм, — квасӗ те ҫук вӗт… Ну, пӗр сӑмахпа каласан, Устинович патне кай. Вӑл сахалтан та пилӗк-ултӑ чӗлхе питӗ лайӑх пӗлет, кунта пурӑннӑ вӑхӑтрах ют ҫӗршыв хаҫачӗсене ҫырса тӑма ӑна никам та кансӗрлес ҫук. Канонир пуҫне пилӗк таран тайса пассажира тав турӗ: — Сударь, эсир манӑн пурнӑҫа ҫӑлса хӑвартӑр. Эсӗ районти начальство умӗнче, районти-крайри начальство умӗнче лайӑха тухма тӑрӑшатӑн, а пирӗн вара сирӗншӗн тӳсме тивет. Эпӗ вилӗмрен хӑрамарӑм, анчах вӑл ҫитессе кӗтсе нимӗн тумасӑр выртасси ытла та асаплӑ. Ун хыҫҫӑнах хорунжи хӑй, ҫӗнӗ черкескӑпа, хулпуҫҫисем ҫине офицер пакунӗсем ҫакса, тасатнӑ атӑсемпе, — казаксем хушшинчи сайра япала, — йӑл-йӑл кулкаласа, сулкаланса, пӳлӗме кӗчӗ те Оленина килнӗ ятпа ырӑ сунчӗ. Тахҫанах вуникӗ сехет ҫитрӗ ӗнтӗ, ямшӑк та лашасем кӳлсе килнӗ, «ҫӗнӗ ҫынсем» ҫаплах килеймерӗҫ-ха. Ку ӗнтӗ Португали сорчӗсенчен мальвазине альбилло кӑштах хушса тунӑ серепаль тата верделио. Ҫакӑ вӑл пӗтӗмпех эпӗ юр тытса хӑварнӑран, ҫӗре шӑварнӑран ҫапла пулатчӗ. Каҫпала пӳлӗмре виҫӗ «микро» ҫуталса каять. Вӗсем ҫӗнӗ искусствӑна вӗреннӗшӗн шутсӑрах мӑнаҫланса хӗпӗртерӗҫ, хӑйсем тӑруках ултӑ индеец ӑрӑвӗн тирӗпе скальпӗсене сӳсе илме пултарнӑ пекех савӑнчӗҫ. Тен, суймасть те пулӗ. Пӳлӗмре чуна ӑшӑтса яракан сывлӑш ҫӳренӗ. (Паллӑ ӗнтӗ, именисен хакӗсене вӑл вӑхӑтра чун тӑрӑх хакланӑ). — Тӑхтӑр-ха, тӑхтӑр-ха, — терӗ Лихо, — эпӗ ӑна тепӗр хут калама хушатӑп! — Снеффельс, — тесе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, — Снеффельс! Унӑн тата хӑйне тарӑхтарнисӗр пуҫне ним ҫинчен те астумалли ҫук. Тем аван мара туйса, Яков Лукич пӗвӗ тӑрӑх пӑхрӗ те, ахлатса илсе, пӳрнисене хӑвӑрт-хӑвӑрт вылятма пуҫларӗ. — Кам вӑл сирӗн улпутӑр? — тесе ыйтрӑм эпӗ. — Кӑлӑк чӑххи! — тенӗ вӑл хӑш чух йӑмӑкне, пӳлӗмре хӑйӗн костылӗсемпе ҫиллессӗн тӳплеттерсе… — Ҫавӑнта, ҫавӑнта, — килӗшеҫҫӗ ненецсем. Акима кӗтсе ларчӗ, унпа иккӗшӗ кӑна юлсан, хӑйне халех ӗҫе яма ыйтрӗ. Анчах та тӗнчери рекордсене, кам ҫӳле вӗҫсе хӑпарнине, кам аякка вӗҫсе кайнине эпӗ тата лайӑхрах пӗлетӗп. — Каяр, каяр! — тесе кӑшкӑрса ятӑм пиччене, хам хыҫҫӑн сӗтӗрсе. Каленик вара пӗр хирӗҫсе тӑмасӑрах вӗсем кӑтартса янӑ ҫӗрелле сӗнкелтетсе кайрӗ те, каллех голована ятлама тытӑнчӗ. Анчах мӗн вӑл демократи? — Охо! Кенгурусен ывӑнни-мӗнӗ нимӗн те ҫук. Йытӑсем вӗсем ҫине сиксе ӳкме те хӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсен ҫивӗч чӗрнеллӗ урисем ытла та вӑйлӑ. — Сударь, кулма юрамасть, — терӗ лоцман. Июнӗн 16-мӗшенче ҫула тухса каймалла терӗҫ. Алӑк патӗнче тӑракан ҫын ҫине асӑрхануллӑ пӑхкаласа тата ӑна нимӗн калама пӗлмесӗр, ашшӗ пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳренӗ. Вӑл ӗнер станицӑран таврӑнчӗ те, вӗсене сана пама хушрӗ. Фронтран вӑл Сережка патне кашни эрнере пекех ҫырса тӑратчӗ, анчах госпитальтен сайра ҫырма пуҫларӗ, юлашки вӑхӑтра вара, тӗрлӗрен комиссисемпе тӗпчевсене пула халтан кайнипе, пачах ҫырма пӑрахрӗ, хӑй ҫинчен ӑна сайра хутра кӗске телеграммӑсемпе кӑна пӗлтерсе тӑчӗ. Мӗнрен сыхланмаллине пӗлмесӗр, вӑл кичеммӗн хушса хучӗ: — Эсӗ ҫаплах ырханланса пыратӑн… Анчах горизонтра пӗр вут ҫути те курӑнмасть, таҫта пушар тухнӑ тесен те тӗтӗм мӑкӑрланни палӑрмасть. Ну мӗнех вара, тухӑр, эпӗ хатӗр. О, эпӗ хуть кӑшт кӑна та пулин сирӗн ҫине шанайсассӑнччӗ, эпӗ мӗнпурне пӑрахӑттӑм та сирӗн хыҫҫӑн кайӑттӑм. — Эсир ӑна ӳкӗтлесе итлеттерме пултаратӑр тесе шанатӑп эпӗ. Вӑл вырӑн ҫине выртмарӗ, хывӑнмасӑрах диван ҫинче ҫывӑрса кайрӗ. — Епле-ха эсир иксӗр те пакӑлтисем! — терӗ те вӑл, кӳренсе хӑй пӳлӗмне кӗрсе, тенкел ҫине ларчӗ. Хӗвел пуҫ ҫийӗнче тӑрать, ҫил тамалчӗ, шӑрӑх. Тен, чӑкӑлтӑшскер-с… кӑшт мӗн те пулин кӑмӑла каймасанах, хут, перо ярса тытса, Питӗрпура хыпар шатӑртаттараканскер йышӗнчен-с? Паян кун каҫах эпӗ вӗсен ҫемьинче пулатӑп, ирхине вӑл мана вокзала ӑсатать, — терӗ Павел. Разведчиксем халӗ ҫавӑнталла ҫул тытрӗҫ те. Заявлени ҫине хӑйӗн ятне чи малтан лартнӑ ҫын сӗтел умне пырса тӑрсан, зал шӑпланать. Килӗшетӗр-и эсир? Уездӑн вӑрманлӑ тӗттӗм кӗтессииче, ҫул ҫинче, вӑл июнь уйӑхӗнчи аҫа-ҫиҫӗмлӗ пӑрлӑ тӑвӑл айне пулчӗ. Татти-сыпписӗр хӑрушшӑн, хӑлхана хупласа хумалла аслати кӗрлерӗ, пӗлӗтсем симӗсӗн-кӑвакӑн ҫурӑла-ҫурӑла кайрӗҫ. Сана, кунта ура айӗнче чӑлханса ҫӳриччен, строительствӑна ямалла, Токарев патне, кӑшт типме! — кӑшкӑрчӗ Дмитрий, пӗтӗм губкома янӑратса. Вӗсем патне ҫывӑха пыма хӑраҫҫӗ, кӗтмен ҫӗртен ҫӗкленсе ашкӑнакан ҫиллӗ тӑвӑл ирӗксӗрлемесен, кунта пӗр судно та хӑй ирӗккӗн якӑр ярса ларман. Вӑрттӑн каласа кӑтартни Ирхине, кӑвак ҫутӑ килсен, Каса-дель-Корво гасиенди тавра ӗнтӗ пурӑнӑҫ вӗресе тӑнӑ. Автор географи карттӑсене тӳрлетме сӗнӳ пани, Король ҫурчӗ. — Ҫав сӑмаха ҫеҫ ан кала, — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Хӗвел лаппипех тӗттӗмленни икӗ минутран пуҫласа 8 минута пырать; ал вӗҫҫӗн ӳкермелле пулсан, ҫав хушӑра аран пӗр ӳкерчӗк тума ӗлкӗрен, фотоӳкерчӗксене вара вуншар та ҫӗршер туса илме пулать. Ҫывӑрса каять те эпӗ ӑна вырӑн ҫине леҫсе хӑваратӑп. Пирӗн тата пӗр стаканран эрех ӗҫмелле, чӑнах, чӑнах, ака ҫапла. Раштав праҫникне савӑк та телейлӗ кӗтсе илмелле пултӑр пурсӑмӑра та! Анчах Петр ҫак кунсенче, тем инкек килсе ҫитессе сиснӗ пек, хуйхӑллӑн курӑнать. Тухтӑр та килчӗ. Майӗпен-майӗпен тирӗк ансӑрланчӗ, аялалла тӑсӑлать. Отделенири ытти ҫынӗсем пурте запасран килнӗскерсем. Альтман хушша кӗчӗ. Ҫапла пӗр пилӗк минут кайнӑ. Калатӑп ҫакна: «Эсӗ, Трофим Денисович, ӗҫ тарҫусемпе, яра пар, мана вара, йӗкӗт, ан хисте, пултараймастӑп, ӗҫ нумай», — тетӗп. Пӑван ытлашши калаҫнипе ывӑнса ҫитнӗ пулмалла. — Ку манго йывӑҫӗн улми. Ученӑйсем Юпитерӑн ҫӑра атмосфери айӗнче мӗн пуррине пӗлмеҫҫӗ: пӗрисем унӑн ӑшӗ вӗри япаласенчен тӑрать тесе шухӑшлаҫҫӗ, теприсем — планетӑна хулӑн пӑрлӑ сий хупӑрласа тӑрать теҫҫӗ. Вӑл мана пушшех киревсӗртерех пек туйӑнчӗ. Урамра питӗ тӗттӗм тӑрать, ҫуртсем те палӑрмаҫҫӗ. — Чим-ха кӑшт, эпӗ ывӑнтӑм. Унтан тӗлӗксем курма пуҫларӗ. — Ах, эс мӗнле шуйттан! — терӗ Назарка. Пирвайхи хут вӑл матросран ҫав тери пӑлхантаракан, кирлӗ, ҫӗнӗ сӑмахсем илтрӗ, вӑл кунсем ҫамрӑк кочегарӑн малалла мӗн тумаллине татса паракан кунсем пулса тӑчӗҫ. — Эпӗ сана, Поляница, ӑслӑрах ҫын тесе шутланӑ, — кулянса каларӗ те Давыдов, ҫывпуллашмасӑрах тухрӗ. Сана тата Алексее ҫав ӑнсӑртран пулнӑ тӗрӗс мар вилӗм кӳрентермерӗ, анчах Тихона кӳрентерчӗ. Натальйӑн епресе кайнӑ хӗрлӗ пичӗ ҫине манах пурин ҫине пӑхнӑ пекех ачашшӑн пӑхнӑ, унпа ыттисемпе калаҫнинчен сахалтарах калаҫнӑ, тата Наталья хӑй те майӗпен калаҫма манса пынӑ, сывланӑ кӑна. Утни ӑна шухӑшлама пулӑшнӑ. Ачасене!» эпӗ сире чӗнме чупасшӑнччӗ, анчах Иван Васильич чарчӗ: «Ку ӑна пушшех пӑшӑрхантарса ярӗ, илсе килес мар», — терӗ. Ку лайӑх публика, никама та тивмест. Ҫулҫӳревҫӗсем Нортон-Крик ҫӑлӗсенчен иртсен, часах ҫурри типнӗ Мекензи ятлӑ шыв патне ҫитрӗҫ. Кораблев ҫураҫасшӑн. Пӗр ҫарӗн пуҫлӑхӗ — Том, теприне Томӑн варлӑ тусӗ Джо Гарпер ертсе пырать. Пӗр революцие кӑна астӑватӑп, — Вӑл кайранхисенчен аслӑрах пулнӑччӗ, Вӑл пурне те аркатма пултарнӑ — Паллах, Пӗтӗм тӗнче потопӗ ҫинчен калатӑп. Киш упа хыҫҫӑн йӗрлесе пычӗ, эпир ун хыҫҫӑн пытӑмӑр. Ҫапла эпир ҫав кун та тата виҫӗ кун утрӑмӑр. Ҫурма ҫула ҫитсен, Ҫӑрттан мучи чарӑнса тӑчӗ, чӗрре кӗрсе ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Ӑҫтан каламаллине эсӗ хӑвӑн асаннӳне вӗрент, эпӗ хам вырӑна пӗлетӗп! — Сана кам хӗнерӗ вара? — ыйтать Ромаҫ кулкаласа. Тусем аялалла аннӑн туйӑнаҫҫӗ, унта ҫумӑр пӗлӗчӗсем ӳссе пыраҫҫӗ, тинӗс пӗлӗт айне куҫса кӗрет, унта малтанхи тӗксӗм ҫӑлтӑрсем курӑнкалаҫҫӗ. Эпӗ унпа вӑрҫма йӗк шырарӑм. Ун ҫинчен эпиграммӑсем хутӑм, вӑл вӗсене хирӗҫ эпиграммӑсемпех ответлерӗ. Ун эпиграммисем тата пӗрмаях манӑннинчен ҫивчӗрех те савӑкрах тухаҫҫӗ. Вӑл шӳт тӑвать, эпӗ ҫилленетӗп. Мойсей Мойсеич пуҫне айккинелле чалӑштарчӗ, чӗркуҫҫине хуҫлатрӗ, такам ҫапасран сыхланнӑ чухнехи пек, ал тупанӗсене малалла тӑсса хучӗ, вара асаплӑн та ачашшӑн кулкаласа, ӳкӗтлеме тытӑнчӗ: — Иван Иваныч! Халӗ тата юлашкине, вӑрлӑхлӑх хӑварнине илсе каясшӑн… манӑн ачамсене… выҫӑ хӑварасшӑн… Тинех вӑл ҫителӗклӗ хӑвӑртлӑхпа, кирлӗ ҫулпа ишет. Тӗлӗрсе выртнӑ майор Стручков, халь ҫеҫ вӑраннӑскер, ӑна ӑнлантарса пачӗ:— Унӑн урисем ҫук. Упа урипе лаплаттарнӑ сирӗн хӑлхӑр ҫине! Шӑплансамӑр! — кӑшкӑрчӗ Осадчий. Пӑшал-им вара ку? Ан тив, вӑл генеральнӑй штаба кӗрейтӗр ҫеҫ, эпӗ ӑна — шантарсах калатӑп — чаплӑ карьера туса паратӑп-паратӑпах. Собор тӑрӑх пӑшӑлтатса: «Унӑн преосвященстви калаҫасшӑн», — тени илтӗнчӗ. — Мӗнех вара, — терӗ аслӑ офицерӗ кӗҫӗннине, — ҫула тухнӑран вара виҫӗ уйӑх ҫитрӗ ӗнтӗ, тӑхтаса пӑхӑр тепӗртак. Эпӗ ҫӗр улпучӗ, университет кандидачӗ тата предводитель пулнӑскер. Плезиозавр — пысӑк пӗрене евӗрлӗ ҫӗлен, унӑн хӳри кӗске, урисем кӗсмен пек. Кая юличчен систересчӗ ӑна, — терӗ тухтӑр. — Чумандрин чӳрече витӗр пӑхрӗ те, столовӑй ӗнтӗ хупӑ пулнине темӗнле паллӑсем тӑрӑх тӳрех ӑнланса, шӑхӑрса илчӗ. Мӗн тесен те, ӑна хӑвӑртрах сутса ямалла, вӑл вилес патнех ҫитнӗ. Сирӗн палламан тусӑр». Анчах ҫав вӑхӑтрах ягуар та ҫухӑрса янӑ. Вӑл ура ҫине сиксе тӑнӑ — анчах рубка алӑкӗ уҫӑлса ӗлкӗрнӗ, алкумӗнче ҫӳллӗ хӗрарӑм кӗлетки курӑнса кайнӑ, унтан, алӑка сассӑр хупса, хӗрарӑм:— Ай-юй, мӗнле тӗттӗм! Сайра хутра вӑл кӑмӑллӑн кулкаласа илет. Анчах май уйӑхӗнчи шалча пек тӳрленсе ҫӑра куҫ харши айӗнчен «ҫиҫӗм ҫиҫтерме» тытӑнсан, малтан хӑвӑртрах йывӑҫ тӑрне хӑпарса кай, унтан тин мӗн пулнине пӗлме тӑрӑш. — Йывӑр пуль сана аҫусӑр? — каллех ыйту панӑ вӑл. — Вилсе ҫӗре кӗричченех! Хӗрхенсем мана, ан тирке мана. Тӑвӑл хӑҫан та пулин чарӑнать-чарӑнатех, ҫил те лӑпланатех, хуҫса антарнӑ мачта вырӑнне ҫӗннине лартаҫҫӗ, карап шӑтӑкӗнчен шыв сӑрхӑннине чарма та, пушара сӳнтерме те пулать. Анчах мӗнле лӑплантармалла бронзӑран тунӑ ҫак пысӑк тискер япалана? Хӑйӗн тӗлӗрекен ҫынӑнни пек сивӗ куҫӗпе вӑл ман ҫине ним сӑнамасӑрах пӑхса иртрӗ. — Мӗн ӗҫ пур ман хӗвел ҫумӗнче? Ҫакӑ та ӗнтӗ халь ӗлӗкхинчен кая мар кирлӗ пулнӑ. Анне аллинче эпир тӑватӑ ача тӑрса юлтӑмӑр… асли, эпӗ, ун чухне тӑхӑр ҫулта пулнӑ… Хунта пӳлӗмӗнче ҫывӑрасси — унӑн вӑрттӑнлӑхӗсем патне пырасси, ятсемлӗ спискӑсене, Мексика территорийӗнчи юлташсен адресӗсене пӗлесси пулать. Хӑйӗн мӑйне пӑхрӗ вӑл, пурҫӑнпа тӗрленӗ ҫӗнӗ кӗпине, вара, кӑмӑлӗ ҫырлахнӑран ӗнтӗ, сӑн-пичӗ ҫутӑлса илчӗ, тутисем те йӑл кулнӑ пек пулчӗҫ, куҫӗсем йӑл-ял ҫиҫрӗҫ. — «Санӑн пурте ӳссе ҫитнӗ ҫынсем-ҫке!» — тесе асӑрхаттартӑм эпӗ старике. Ҫавӑн пек чипер ачашлама пӗлекен алла тытса чуп тӑвӑттӑм, — терӗ Райчин. Ҫак палламан мӗлке тем майӗпе ӑна сасартӑк ҫав Эмексиз-Пехливан пек курӑнса кайрӗ, ара вӑл ӑна халь кӑна вӗлернӗччӗ-ҫке! — Каллех власть улшӑнать пулас. Акӑ, пӑртак хӑнӑхсан, тен, сирӗн умӑрта та калаҫса кӑтартӗ-ха… Унӑн кӑмӑллӑ сассине илтсенех, ман чӗрере тахҫан манса кайнӑ хускану хыпса илчӗ; вӑл хӑйӗн тарӑн та тӳлек куҫӗпе ман ҫинелле пӑхрӗ: темӗн ятланӑ пек те ӗненмен пек пӑхрӗ вӑл ман ҫине. Вӑл ҫав кирпӗчсене кӑларчӗ, – вӗсен айӗнчен хӗҫтимӗр татӑкӗ тухрӗ, тимӗр айӗнчен — тӑваткӑл хӑма татӑкӗ, юлашкинчен, ман куҫ умӗнче тымар айнелле кӗрсе каякан пысӑк шӑтӑк курӑнчӗ. Инҫетри вырӑнсем тӗксӗмленме пуҫларӗҫ. Кирли ҫакӑ ҫеҫ: austrai тени Ausrtaile! тени пулать! Чи малтанах ҫак куҫа ан курӑнтӑр тесен, суккӑр пулас пулать! Хирӗҫ никам та сасӑламарӗ. Унӑн кӑштах пӗкӗрӗлчӗкрех ҫурӑмӗ ҫине тата вӑл ҫӗре ҫитиех тайӑлса пуҫ тайнӑ чух ман умма темле пӑхӑнуллӑраххӑн курӑнакан путушӗ ҫине пӑхса, эпӗ Дмитрие халичченхинчен те вӑйлӑрах юратма пуҫларӑм, хам пӗрехмай ҫапла шухӑшларӑм: «Хамӑрӑн йӑмӑксем пирки эпӗ мӗн шутлани ҫинчен ӑна каламалла-ши е ҫук-ши?» Прерие тухса кайиччен вӑл тата тепӗр хутчен сеттльмент хӗррине кӗрсе тухнӑ, унта юлташӗсене тӗл пулнӑ. Эсӗ ӑна, Ҫемен, наган пирки кала-ха. Ах тупата, лере тата, — вӑл Клисурӑ енне алӑ сулчӗ, — унта ӗнтӗ чӗрем те вилчӗ. — Сулахаялла, сулахаялла, — тесе пырать вӑл. Анчах ку кирлех те мар, мӗншӗн тесен шпионсем сирӗн ҫине пӑхса, сирӗн политикӑллӑ шухӑшӑрсене пӗлмешкӗн эсир ытла та илемлӗ, ҫавӑнпа та сире синьора Грассини пек пите тутӑрпа хупласа, айван кулӑпа кулма кирлӗ те пулмасть. Хӗҫӗ ун лашин аяк пӗрчийӗсене урса кайсах тӳнккет, ырханкка шурӑ лаши вара; ватӑлнипе йӑлт чӑпар пушӑскер те сылтӑм куҫне шур илнӗскер, кӗске хӳрине шӑнӑр туртнӑ чухнехи пек палтӑртаттарса ҫавӑрттарать, ирсӗррӗн сиксе пынӑ май, хӑнклатса, таткаланчӑк сасӑсене пенӗ чухнехи евӗр хиврен сирпӗнтере-сирпӗнтере кӑларать. Алӑк патӗнче Василий Васильевич сасартӑк такӑнчӗ, — ӑна ҫав самантрах икӗ енчен те тытман пулсан, вӑл ӳкнӗ пулӗччӗ. Коммунистсем сирӗлчӗҫ те, пӗр кӳпшек питлӗрех, патвар та лутакарах сержант, якалсарах кайнӑ шинель тата лутӑрканнӑ йӗпе пилотка тӑхӑннӑскер, мала тухса тӑчӗ. Пӗр пульки тӗлех пырса лекнӗ те джунглири илемлӗ тискер кайӑк ҫавӑнтах ҫӗре кайса ӳкнӗ. Майор Стручков, автобус ҫунатти ҫинче кительне тӳмелемесӗрех ларса пыраканскер, Мускав таврашӗнчи пейзажсем ҫине кӑмӑллӑн кулкаласа пӑхса пычӗ. Эппин, тартасшӑн мар пулать! Унтан хӗрарӑм упӑшки ҫинчен, хӑйӗн юханшыв хӗрринче — тура та, анатра та — тӑванӗсем пурӑнни ҫинчен калама тытӑнчӗ, малтан вӗсем упӑшкипе иккӗшӗ лайӑхрах пурӑннӑ пулать, халӗ пирӗн хулана кӑлӑхах куҫса килтӗмӗр тесе пӑшӑрханать, ҫапла вӗҫӗмсӗр калаҫать; хулари ӗҫ-пуҫ ҫинчен унран пӗлӗп тесе шаннӑччӗ эпӗ, пулмарӗ иккен; ак хайхи, калаҫсан-калаҫсан, хӗрарӑм ман атте ҫинчен сӑмахлама тытӑнчӗ: «Ну, тетӗп, кун пирки пуплетӗрех». Zoé ӑна кӑштах йӑл кулса ответлерӗ. Ашшӗ таврӑнчӗ те. Ҫав ӳкерчӗк урайӗнченех курӑннӑ, мӗншӗн тесен кӗнекене таянтарарах хунӑ. Ҫырласене пӗтӗмпех ҫисе янӑ хыҫҫӑн, Рене-Жан ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ. Гравюрӑна Жоржетта та асӑрхарӗ те:— Тетте, — терӗ. Эпӗ пӑшала хулпуҫҫи урлӑ уртӑнтартӑм та кӑтартса янӑ еннелле уттартӑм. «Кунта мӗн тӑватӑн, учительница? Шурочка ӑна мӑйӗнчен ыталарӗ те унӑн пуҫне ачашшӑн хӑй кӑкӑрӗ патнелле илӗртсе туртӑнтарчӗ. Тухтӑр мӗнле йышши кайӑк иккенне эпир хамӑрах пӗлетпӗр. Ҫапла. — Мӗн ятлӑ вара вӑл? Ҫамрӑк арӑмӗ хӑрлаттарса ҫывӑракан упӑшки ҫумӗнчен тӑнӑ вӑхӑта ялта ир темеҫҫӗ ӗнтӗ. Вӗсем урамах тухса тӑчӗҫ. Чӑн, вӑл хӑйӗн ӗмӗчӗсемпе шухӑшӗсене пытармасть, — тӗрӗс сӑмаха калама унӑн хӑюлӑх ҫителӗклӗ, хӗрарӑм тӗлӗшпе вӑл хӑйне хӑй чӑрсӑр тыткаламасть, илемлӗ хӑтланать. Вилес умӗнхи тӗттӗмлӗхре хавильдар патакӗ сана ҫапаймасть вара. Бат, Остин, Актеон, хӑйсем Африкӑра иккенни, кунта вӗсене Негорӑпа Гаррисӑн сутӑнчӑклӑхӗ илсе ҫитерни, хӑйсене тыткӑна илнӗ ҫынсенчен хӗрхенӳ кӗтме ҫукки ҫинчен шалтах тӗлӗнсе итлерӗҫ. Пӗр сӑмахпа каласан, Щукарь мучи пӗр вӑхӑтрах ямшӑк та, конюх та пулса тӑчӗ. Ку тӗлӗшпе вӑл пире Иван Петрович тусӗ пулнӑ пӗр хисеплӗ ҫынран ыйтса пӗлме канаш пачӗ. Сирӗнпе пирӗн ҫулсем икӗ еннелле уйрӑлса кайрӗҫ! Илӗртӳ ытла та пысӑк пулчӗ ҫав. — Вӑрман хыҫӗнче пирӗн позицисем, — пӗлтерчӗ Митман. Вӑт вара ҫавӑн чух шут турӑм та ӗнтӗ эпӗ. Эпӗ сан аппу… — Кирлех пулсан — перӗпӗр те, унтан вара ту ҫине таптарӑпӑр. Ҫапла шухӑшласан, вӑл мӗн те пулин тӑвасах пулать тенӗ. Хӑй мӗн тунине никам та ан куртӑр тесе, вӑл ҫуртана сӳнтернӗ те хуллен йӑпшӑнса хӳшӗрен тухнӑ. Пӗтӗм нервӑсене пӑсни кӑна. Унӑн ҫамки ҫине шултра тар тумламӗсем пӑчӑртатса тухнӑ. Праҫник каҫхине, садра чей ӗҫсе ларнӑ чух, ашшӗ ӳпкелешрӗ: — Эпӗ пурнӑҫа праҫниксӗрех пурӑнса ирттертӗм! — Кӗрӳшӗ вара ҫавӑнтах ракета пек чашкӑрса ҫӗкленчӗ те вичкӗн сӑмахӗсене ылтӑн хӑйӑр пек тӑкма тытӑнчӗ: — Ку вӑл — сирӗн йӑнӑш, урӑх никамӑн та мар. — Арӑмсем, арӑмсем, мадам, тата прислугӑсем… Люба малалла калама тытӑнчӗ, атте, чавси ҫине таянса, вӑрах вӑхӑт ӑна хирӗҫ пӑхса ларчӗ; унтан, хулне хӑвӑрт сиктерсе илсе, тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх утма пуҫларӗ. Тепӗр кунне пӗтӗм хулипех пирӗн чаплӑ спектакль ҫинчен кӑна калаҫрӗҫ. Кӗркунне — ун чухне уйрӑм хуҫалӑх йӗркипе ӗнтӗ — 643 гектар ҫинче кӗрхи ҫӗртме туса хӑварнӑ, 210 гектар ыраш акнӑ. Харкашу вӑл мисс Пойндекстершӗн те мар тухса кайма пултарнӑ. Мистер Пойндекстер, — ҫине тӑрсах каларӗ ут утланнӑ ҫын плантатора, — сире тата сирӗн ҫынсене пысӑк хӑрушлӑх кӗтет. Вӑл Сашӑран пӗр-икӗ ҫул аслӑрах пулмалла, тата унран чылай вӑйлӑрах, анчах Саша ҫивчӗ, ҫаврӑнӑҫуллӑ пулнипе, ӑна вӗҫертмен. Эпир ӑна курас пулсан, Хӗвел пире ҫӑмламас шар пек курӑннӑ пулӗччӗ, ун витӗмӗн шӗвӗрккисем пирӗн куҫ умӗнчех улшӑнса тӑнӑ пулӗччӗҫ. Зинаида пирӗн пухӑва урӑх сывлӑш кӳртрӗ. Вакула самантрах хӑй килӗ тӗлне ҫитсе ӳкрӗ. Мана никам та кирлӗ мар. — Мӗн тӑвас тетӗп, ҫавна тӑватӑп, — тавӑрчӗ Негоро. Сыв пулӑр та, пур пулӑр, ачамсем… Анчах Любовь ун патӗнчен тапранман; вӑл ашшӗне куҫран тӳреммӗн пӑхса, кӳреннӗ сасӑпа:— Мӗншӗн эсир, атте, ялан манпа ҫавӑн пек калаҫатӑр, мӗн эпӗ пӗчӗк ача-и е питӗ айван-и? — тесе ыйтнӑ. — Эсӗ хӑвна валли йӑва ҫавӑрмах шухӑшларӑн-и апла? — терӗ вӑл ҫав кунах Аркадие, пӗшкӗнсе ларса хӑйӗн чемоданне майлаштарнӑ чухне. — Хамӑра пӗрерӗн вӗлерттерсе пӗтерес килет-им сирӗн? Вӑйсене салатса пӗтерес те, вара ҫав юрӑхсӑрсен аллине ҫакланас-и? Крэнкбиль — законсӑр ҫуралнӑ ҫын, урамсем тӑрӑх суту-илӳ туса ҫӳрекен хӗрарӑм ывӑлӗ, амӑшӗ ун аскӑн пурӑнӑҫпа пурӑнса, эрех ӗҫсе вилнӗ. Эпӗ улттӑмӗш урока кӗмерӗм — ку, паллах ӗнтӗ, айванлӑх, мӗншӗн тесен Лихо уроксем хыҫӗнчен килте ҫырнӑ сочиненисене салатса парасшӑнччӗ. Анчах Макар, хирӗҫнӗ ан пултӑр, тенӗ пекех сасӑпа: чирлисем темиҫе минут кӗтме пултараҫҫӗ, медицина темипе пуҫланӑ тавлашу малалла тӑсӑлать, терӗ; вӑл вара, Макар, лешне ҫак тавлашура ҫӗнтерессе шанать имӗш. Казаксем вара картиш варрине пичкесем кустарса тухатчӗҫ, йӗри-тавра ҫаврӑнса ларатчӗҫ те ҫӗр хута, мӗн тул ҫутӑличченех ӗҫетчӗҫ. — Тиркесе тӑкма ан васкӑр! Тург замокӗ ҫийӗн кайӑксем ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ, чӗкеҫсем чӳречерен пӑхкаласа илеҫҫӗ; вӗсем: ачасем лайӑх ҫывӑраҫҫӗ-ши, тесе пӑхнӑн туйӑнать. — Манран мӑшкӑлламах юрататӑн ҫав эсӗ! Ҫут тӗнчепе искусство телейне, унӑн ҫакӑн пек асаплӑ пурнӑҫӗ нумая пыма пултараймарӗ: вӑл хӑйӗн хавшак вӑй-халне кура мар нумая хапсӑнчӗ. Юлашкинчен вӗсем индеецсем пулнӑшӑн хӗпӗртесе те кайрӗҫ: халӗ ӗнтӗ вӗсем «ҫухалнӑ ҫӗҫҫе шырама» кайса ҫӳремесӗрех пӑртак турткалама пултараҫҫӗ. Халӗ вӗсен хӑсасси килчӗ те, анчах вӑл ӗлӗкхи пек питех асаплантармарӗ. Хӗрӗнкӗ Коимбрӑпа Алвиш агенчӗсем хӑйсене чурасемпе ҫав тери тискер тыткаларӗҫ. Слон шӑммилле, е катанпирле, е шӑрҫалла сутӑн илнӗ чурасене ҫӗнӗ хуҫисем те унтан аванах пӑхмӗҫ. — Лере кӑшкӑрса янине илтсен, вӑл кӗҫех тӑнран кайса ӳкетчӗ. — Сирӗн сӗтел ҫинче выртаканнине-и? Ҫапла, пӗлетӗп. — Мана пӗрре тӑпаласа илтӗн ӗнтӗ, — ҫитет пулӗ! Ну, калӑр-ха: эсир тусӑм, Иван кнезь патӗнче пултӑр-и? — Мӗн апла калатӑн эсӗ? — шанчӑксӑр ыйтатчӗ арӑмӗ. Вӑл сӗтел ҫумне ларчӗ, хӑйӗн тетрачӗсене — малашне мӗн тӑвассине, иртнӗ вӑхӑтра мӗн тунине кашни каҫ ҫырса хумалли тетрадьне тата дневникне кӑларчӗ те, ҫамкине вӗҫӗмсӗр пӗркелентерсе тата аллипе питҫӑмартийӗнчен тӑтӑшах тӗкӗнсе, пайтах вӑхӑт ҫырса ларчӗ. Пӑлханма? Ак епле вӑл Поддубец ячейки, — тесе Гришутка хӑйӗн сӑмахне хавассӑн пӗтерет те чышкипе мӑнкӑмӑллӑн кӑкӑрне ҫапса илет. Вара старик, хӑйӗн поршнисемпе сасӑсӑр пусса, ҫӑра сӗм вӑрманалла кӗрекен ансӑр ҫул тӑрӑх малалла утрӗ. Вӑл кӑшт кӑна хытӑ чӗреллӗ ҫын, анчах, тинкеререх пӑхсан, вӑл пур ҫӗре те хатӗр тӑракан ырӑ этем пулнине куратӑн. — Паллах. Эсир, Казанцев господин, хуҫасене пӗлетӗр. — Сире ҫеҫ кӗтетпӗр, Яков Митрич. — Ак тата!.. Мӗн тӑвас тетӗн?.. Тӑхта-ха, чавсупа ан тӗрт… эп ӑна халех… халех… лайӑхрах ярса тытма пар кӑна… — Эсир ӑна леш Ревельте пурӑнакан хӗрарӑм валли тесе туяннӑччӗ вӗт-ха? Мана вӑл хушаматпах асӑнчӗ-и? Туземецсен калаҫӑвӗсенче илтӗнекен хӑш-пӗр Англи сӑмахӗсенчен тыткӑна лекнисем туземецсен отрячӗсене Англи ҫарӗсем ҫӗмӗрсе тӑкнине ӑнланчӗҫ. Ача ӳссе ҫитӗннӗ, ӑна текех пӑхмалла пулман ӗнтӗ, Симурденӑн вара унран уйрӑлса кайма тивнӗ. «Пӗчӗк ача, ухмах!» — тесе вӑрҫрӗ вӑл хӑйне хӑй. Ҫапах та, лайӑх кӑмӑллӑ пуласси нумайлӑха пыман. Правительство мӗн тума шухӑшлани паллӑ мар-и? Ӑна халь вилнӗ упӑшки мӗнле ҫураҫни те аса килчӗ. Чӗтрекен аллипе кукша пуҫне шӑлса, утнӑ май ӳкес мар тесе, урисене епле килнӗ — ҫапла ылмаштаркаласа пусса, хӑй кабинетне кӗрет пек вӑл акӑ. Эпӗ хамӑн кӑмӑл хыҫҫӑн каяс пулсассӑн, ҫамрӑк ҫынсем малалла мӗнле курнӑҫса пынине пӗтӗмпех ҫырса пӗлтерӗттӗм, вӗсем пӗр-пӗрин енне туртӑннине, пӗр-пӗрин сӑмахне шаннине, мӗн тунине, мӗн калаҫнине кӑтартӑттӑм; анчах пӗлетӗп, вулакансенчен чылайӑшӗшӗн маншӑн лайӑх пек туйӑнни вӗсемшӗн кӑмӑллах пулман пулӗччӗ. Паллах ӗнтӗ, эпӗ ҫырусене пуҫтарса тӑмарӑм. — Нивушлӗ ҫак икӗ саспалли мӗне те пулин пӗлтерет сире, капитан? — ыйтрӗ тепӗр минутран Уэлдон миссис. Кимме, юхтарса ан кайтӑр тесен, ҫӳлерех туртса улӑхтармалла. Ун патне ҫынсем килеҫҫӗ. Мана вӗрентес тесе тӑрӑшса пӑхма Королева Маргона май килмерӗ, — ҫимӗк чухне йӗрӗнмелле истори тапранса карӗ те кӑштах мана пӗтерсе хумарӗ. Кукамӑшӗ ӑна вӗрентетчӗ: — Ыранччен мар, яланах! Халӗ эпӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑм. Остап, ҫӗлӗкне хыврӗ те, козак-юлташӗсене пурне те хӑйне атамана суйласа чыс тунӑшӑн тав турӗ. — Шалтан та, тултан та сӗрсе шуратма шутлатпӑр. Мӗншӗн пурнӑҫ мар-ха санӑн пурнӑҫу! Унпа часах: сӑмах татаймӑн; анчах, курӑпӑр-ха. Сана никам та пӳрнепе тӗкӗнме хӑяймӗ! — тет Мери Джейн. Куратӑп, унӑн сӑмса ҫуначӗсем карӑнаҫҫӗ, куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ. Е ку — тутлӑ ҫылӑх-и? — йӑл кулса ыйтрӗ Любишкин. Мӗн, сирӗн шӗлепкӗрсене пытарса хумалла, алӑка питӗрсе илмелле тутарттарасшӑн-и эсир мана? Иккӗмӗш копийӗ манӑн лайӑхрах пулса тухрӗ, пӗр чӳречи ҫеҫ крыльца алӑкӗ тӗлне пырса ларчӗ. — Ӑҫта каятӑр эсир, Ниловна? — пӑшӑрханса чарса тӑратрӗ ӑна Николай. Эпӗ Родимцев патӗнче, Вунтӑххӑрмӗш Гвардейскинче, пулнӑ, — ҫыран хӗррисенче, юханшыв тӑрӑх, центр ҫывӑхӗнче, тӑраттӑмӑр эпир. Ҫитӗ сана истерикӑсем туса кӑтартма! Анчах ку ниме те пӗлтермен, мӗншӗн тесен ҫав вырӑнсем темиҫе ҫӗр миля сарӑлса выртнӑ. Эпӗ вӗсене сывлӑх сунтӑм та ыйтатӑп: «Куҫлӑх ӑҫта илме пулать кунта?» тетӗп. Хӑйӗн килӗнче, мастерскойӗнче вӑл чаплӑ йӗрке туса хучӗ, икӗ лайӑх лакей тытрӗ, вӗҫкӗн учениксем илсе ячӗ, кунне темиҫе хут тӗрлӗрен костюм хыва-хыва тӑхӑнчӗ, ҫӳҫне кӑтралатса ячӗ, хӑй патне ҫӳрекенсене тарават йышӑнма вӗренчӗ, хӗрарӑмсен кӑмӑлне каяс тесе, хӑйӗн ҫи-пуҫне тирпейлеме тӑрӑшрӗ; пӗр сӑмахпа каласан, часах Васильевски утравра пӗчӗк пӳлӗмре шӑппӑн ҫеҫ ӗҫлекен сӑпай художник палласа илмелле мар улшӑнса кайрӗ. Халь ӗнтӗ йӑлтах халтан кайрӑм. Ӑнланатӑр-и? Андрий хӑйне самаях кичемӗн тытма пуҫларӗ. — Тепӗр виҫӗ эрнерен, — тенӗ Ривэра. Ӗнтӗ пуриншӗн те сывлама ирӗк, ҫӑмӑл, ҫурхи ҫанталӑк кашни ҫын чӗринех вӑй, ҫӗкленӳллӗ кӑмӑл кӗртсе савӑнтарать. Тӳрем сӑрт хӗррипе иртекен аслӑ ҫул ҫинче чӑнах та ҫар ушкӑнӗн пуҫламӑшӗ курӑнса кайрӗ; кӑшт вӑхӑт иртнӗ май ҫав ушкӑн вӑрӑмлансах пычӗ, унтан вара вӗҫӗ-хӗррисӗр хурт пек тӑсӑлса малалла та малалла шурӗ. Голова кӑмӑллӑ мар, чӗмсӗр ҫын, нумай калаҫма юратмасть. Пит аван! Вӑл йӑпӑр-япӑрах хыҫалти бортран тытса аллисемпе туртӑнса ҫӗкленчӗ те кузоз ҫинелле кӗрсе ӳкрӗ; кунта ӑна тусӗсен вӑйлӑ аллисем тытса илчӗҫ. — Э, тӑван, тӑхтаса пулмасть! Сухал шӑтичченех эпӗ, тӑванӑм, латынла та, грекла та, французла та вулама вӗреннӗччӗ, философие, математикӑна, гражданла историе, пӗтӗм наукӑна пӗлеттӗм. Вара ҫав самантрах Дубцова куҫ хӗсрӗ: — Пухӑва туй каччисем пек тумланса килӗр! Вӗсем хӑйсен тӗллӗн, эпир вара хамӑр тӗллӗн ӗҫсе ҫиер. Юратать чул якатаканӑн хӗрӗ ачасемпе юрлама, ташлама. Ҫимӗҫ пахчисем патне каякан тусанлӑ ҫулпа хура виноград тӳпелесех тиенӗ чӗриклетекен арбасем килеҫҫӗ. Пӑхӑр-ха, пире епле чыс параҫҫӗ: пире илме председатель хӑй килнӗ! — тесе кӑшкӑрчӗ. Тинӗсе ҫакӑн пек юратни манӑн кӑмӑла хускатрӗ, иккӗленмелли ҫук, сирӗн кӑмӑлӑра та хускатӗччӗ. Мана ӑна шел туйӑнчӗ, эпӗ вара ҫавӑнтан ӑна хамӑр карап ҫинче повар пулма сӗнӳ патӑм. Астрахань те кичемлерех. Ирӗк парсамӑр ӗнтӗ, юратнӑ вулаканӑм, сире ҫак: господинпа паллаштарма. Ҫиелти тӑпра сийӗ чӑнласах та вӗри тӑрать. Таркӑнсен термометр пулнӑ пулсан, тӑпрари ӑшша утмӑл пилӗк градусран кая мар кӑтартнӑ пулӗччӗ. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле манпа апат хатӗрлеме тытӑнса Ольбинет чут ҫеҫ хӗн курса тӑратчӗ: улмине чиксе хума вӑл пӗчӗк шӑтӑк чаврӗ те, унтан пӑс мӑкӑрланса тухса пӗр чалӑша яхӑнах ҫӗкленчӗ. Усал вилӗмшӗн шуйттан кӑна савӑнать. Вакӑрах япаласене эпир Сайлас тете кӗсйине чиксе яратпӑр, Джимӑн вӗсене вӑрттӑн кӑлара-кӑлара илмелле, май килнӗ чух хӑш-пӗр япаласене аппан саппун кӗсйине хурса е пиҫиххийӗ ҫумне ҫыхса яратпӑр. Вӗсем ҫине тӗллесе кӑтартса марсиансем куҫӗсене сехӗрленӳллӗн хӗсеҫҫӗ те шӑппӑн шӑхӑркалаҫҫӗ: «Тӳпе ывӑлӗ, хӑра вӗсенчен». — Виҫӗмкун эпир сирӗн ыйтӑва татса пама ирӗк илтӗмӗр, Ступина юлташ, — сӗтел патне тӑрса тата пуху уҫнӑ евӗр ӗҫлӗ сасӑпа пуҫларӗ Цимбал. Ытла сайра хутра ҫеҫ пулнӑ иккен эпир театрта! Лушкӑна пӗччен курас, унпа калаҫса пӑхас, мӗн пулса иртнине пӗтӗмпех ӑнланса илес шанчӑк ҫухалнипе Давыдов чӑннипех хуйха ӳкрӗ. Хӑй районӗнче парти ӗҫне ертсе пытӑрах, эпир хамӑр ӗҫе тӑвӑпӑр… Пирӗн халӗ вӗсемпе калаҫса тӑма вӑхӑт ҫуккине туйса, кил хуҫисем тухса кайрӗҫ. Ах, турӑҫӑм! — тесе пычӗ. Сетби асӑрхаттарнӑ ҫамрӑкӑн усал кӑмӑлӗ ӗҫре палӑрса пынӑ, ӑна вӗсем пурте сиссе пынӑ. Мӗскӗнсем пӗр чикарккӑ та туртса пӗтереймен, шкула пур енчен те тӗрӗксем хупӑрласа илнине вӗсем хушӑкран пӑхса асӑрханӑ. «Юлташсем, вӑрман леш енчи сӑрта часрах йышӑнӑр; вӗсем унта пыраймӗҫ!» кӑшкӑрчӗ вӑл. «А вот пур!» терӗ Мосий Шило, малалла тухса. Вӑл хӑй патӗнчех тӑракан ача ҫинчен, хӑйӗн юлташӗ ҫинчен, хӑй юратнӑ ҫынсем ҫинчен шухӑшлать. — Поднебеско пеккисене, — терӗ вӑл, хӑйне каланӑ пек, шӑппӑн, — вӑй парас пулсан — малалла лайӑх кайӑпӑр… Манӑн ырханӗ, мур илесшӗ, санӑн вӑрӑм ураллӑ эсрелне ниепле те ҫитсе пыраймасть. Ҫак шухӑшсем мана ҫӗклентерсех ячӗҫ, вара эпӗ вӑхӑта пӗр минут ҫухатмасӑрах малалла кайма шутларӑм. Вӗсене пурне те Ҫӗнӗ Зеландин Мау-Ранга-Ранги ятлӑ турри ҫисе пурӑнать, ҫав апатсем унӑн хырӑмне хӑйсем ӗненнӗ тӑрӑх, хӑйне пуҫҫапакан ҫынсем ҫине хыҫҫӑн пырса лекеҫҫӗ. Пар-ха ӗҫме, ырӑ ҫыннӑм. Пупӗ те, майри те мана хирӗҫ чупса тухрӗҫ. Мӗншӗн тесен, укҫине сан аҫу панӑ, — чапӗ, ӑру тӑрӑх, сана тивмелле. Алӑка каллех шаккарӗҫ. Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ ачисене шыранӑ. Вал хӑй ҫинчен мӗн каласан та каҫарма пултарать, анчах каланӑ сӑмахсем унӑн чинӗ тата званийӗ ҫинчен пулсан, каҫармасть вара. — Кӗскен ҫеҫ калатӑп, — терӗ вӑл татӑклӑн та витӗмлӗн. Окопсем патӗнчен вӑл чи юлашкинчен кайрӗ. Таксӑпа дворняжкӑран пулнӑ йытӑ, хӑйӗн ятне илтсен, верстак айӗнчен, стружкӑсем ҫинче ҫывӑрнӑ ҫӗртен тӑрса тухнӑ та, тутлӑн карӑнкаласа илсе, хуҫи хыҫҫӑн чупнӑ. — Тата вунпилӗк хӗрарӑм! Шкул патӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чух манӑн туйӑма тыткӑна илнӗ тутлӑ шӑрша сисрӗм те, Шпыня учителӗн пӳрт умӗнчи пахчине кӗрсе кайрӑм, унта вара, хамӑрӑн йӗрӗнчӗк пурнӑҫа кӑшт та пулин илемлетме тесе; икӗ клумбӑна та ҫурмашар тӑпӑлтарса тухрӑм. Аялта халӗ Лизиазирӑн шӗвӗр ту сакӑлтисем выртаҫҫӗ. Рада пирки мӗн калас пур? Илья ун патне асӑрханса пычӗ. — Эпӗ кунта юлатӑп. — Халӗ ӑнлантӑн-и ӗнтӗ эсӗ мана? Корчагин Иннокентий Павловичпа пилӗк кун хушшинче вунӑ хут вылярӗ, вӗсенчен ҫиччӗшне выляса ячӗ, иккӗшне выляса илчӗ, пӗринче нихӑш те ҫӗнтереймерӗҫ. — Мӗнле апла ҫавӑн пеккинех? — тесе ыйтрӗ вӑл кулкаласа. — Уэлдон миссис, Джек, Бенедикт мистер, тархасшӑн, ан юлӑр! — Вырӑнӗсене пӗлетӗп. Давыдов унӑн сӑмахне, украина чӗлхипе пӑтраштарнӑ хӑшпӗр пуплевӗсене вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн ӑнлансах ҫитереймерӗ пулин те, хаваслансах итлерӗ. Мӑклӑ тӗмескесем хушшинче пӗр вилӗ боец ӳппӗн выртнине курсан, вӑл чарӑнса тӑчӗ те, чӗркуҫленсе ларса, ун уринчи ботинкине хывма тытӑнчӗ. — Ялан эс тӗрлӗ анкӑ-минкӗ япала шутласа кӑларатӑн, факт! Хӗрне вӑл акӑлчанла тем каларӗ, вара Сонечка хӑвӑрт тухса кайрӗ, ҫакӑ мана татах та хӑюллантарчӗ. — Мӗнпе вылярӑн-хӑ эсӗ? Вӗсем иккӗшӗ те кулса ячӗҫ. Закройщик арӑмӗн кӗнекисем шутсӑр хаклӑн туйӑнатчӗҫ, ҫавӑнпа та ватӑ хуҫа карчӑкӗ вӗсене кӑмакана пӑрахса ҫунтарса ярасран хӑраса, эпӗ вӑл кӗнекесем ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ. Калуга кӗпӗрнинче, йӑлтах урӑхла, вӑрмансем кунта ҫӗршер ҫухрӑма тӑсӑлса каяҫҫӗ, шурлӑхсем вуншар ҫухрӑм сарлакӑшӗ сарӑлса выртаҫҫӗ, кунта ырӑ йӑхлӑ ӑсан кайӑк пӗтмен-ха, ырӑ кӑмӑллӑ дупель те курӑнать-ха, яланах ӗҫлӗ хир чӑххи те, сасартӑк вӗҫсе хӑпарса, сунарҫӑна та, унӑн йыттине те хӑратса пӑрахать. Ромашов, ун ҫине пӑхса, ҫак мӗскӗн, ӳсеймесӗрех тӗреннӗ-пӗрӗннӗ, карликлерех ҫынна, — мӑйӑхсӑр, вараланчӑк пичӗ те чышкӑран пысӑк мар унӑн, — ҫар службине мӗнле илме пултарнинчен час-часах тӗлӗннӗ. — Эсир халӗ те хӑвӑра никам пурӑнман утрав ҫине антарса хӑвармах ыйтатӑр-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Хӑшпӗр чухне эпӗ шӗпӗнсене пӑрҫа хутаҫҫисемпе те пӗтеретӗп. Челкаш пичӗ ҫинче ӑшӑ кӑмӑллӑ чее кулӑ йӑлкӑшрӗ. Вӑл кӗлеткипе пӗтӗмпех хӑйшӗн аван, Гаврилӑшӑн кӗтмен япала шутласа кӑларнӑ ҫын пек курӑнчӗ. Ун чухне вӑл, кулянуллӑ шухӑшӗсене сасартӑках сирсе ярса мӑкӑртатма тата вак-тӗвекшӗн чӑркӑшма пуҫлани мана хытӑ тӗлӗнтерчӗ. Э, аса илтӗм! Халӗ малалла. Ромашов илтех кайрӗ — такамӑн сӳрӗк те йӗпленчӗкле сасси чӗнет: — Хлебников, а Хлебников!.. Морис сывлӑхӗ пирки ӑраснах шикленмелли ҫук пулнӑ пулин те, ҫапах та унӑн выртмалла пулнӑ, ҫавӑнпа та унӑн Ойерлофер патне гостиницӑна юлмалла пулса тӑнӑ, унта вара вӑл пӗр чаплӑ мар пӳлӗм йышӑннӑ. Пациент ӑҫта тата? — тесе ячӗ юлашкинчен тухтӑр пӑртак ҫилленсе. Хушӑран, ман ҫине ӑшшӑн та кулӑшла пӑхкаласа, кулкаларӗ, кӗске ыйтусем парса е хирӗҫлесе, мана калама хистерӗ. Мӗн пирки, ыйтатӑп эпӗ сиртен, вӗсем кивҫен паракан юлташлӑх ҫӑкрипе кӑна пурӑнчӗҫ? — Турӑ сӑмахне калать! — пӑлханса кайса, пусӑрӑнчӑк сасӑпа кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. Чирлемен-и кам та пулин? Темӗнле, цыганланни пулать! Чиркӗве вӑл питех те хапӑл тумасӑр ҫӳрерӗ, сывлӑхӗ начарри ҫине печӗ, килте сахал кӗлтурӗ тата турӑ ҫинчен калаҫма юратмарӗ, ун пек калаҫусенчен яланах пӑрӑнчӗ. Анчах ҫавӑнтах, хӑйӗн сӑмахӗсем суя, ӗненмелле мар янӑранине илтсе, каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ. Лӑпкӑн юхакан шыв пӗтӗм тарӑхӑва ирттерсе ячӗ; кӑвакрах ӑшӑ шӑплӑхра тӗлӗнтерекен пуклак шухӑшсем ҫуралчӗҫ. Хӗвелӗн вӗри пайӑркисен айӗнчи ҫепӗҫ хавхаланура, куҫӗсене хупса чӗвӗл-чӗвӗл юрлакан кайӑка этем ӑс-хакӑлӗн пӗр чӗптӗмне те пулин ӑнланма хисте те, — кайӑк самантранах вилсе выртать. — Хӑҫан каятпӑр? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл. Хыҫалта, вӑрман хыҫӗнче, ҫав тери хыттӑн чӑшӑлтатса кӗмсӗртетни, шӑй-шай шӑхӑрни илтӗнсе кайрӗ, ҫӗр тӗлӗнчен, пӗр-пӗр хушӑк пекки тупса, хӗрсе ҫитнӗ пӑссем ирӗкелле тапса тухрӗҫ тейӗн, ахаль ҫеҫ мар, таврари йывӑҫсене тӑпӑлтара-тӑпӑлтара тапса тухрӗҫ темелле. — Эсир Гринева каҫарма ыйтатӑр? — тенӗ хӗрарӑм сиввӗн. — Тул ҫутӑлса ӗлкӗриччен траншейӑсене тасатма тухас пулать. Ун пек кӗтсе тӑни вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлма пултарать, мӗншӗн тесен Туфольд бухтине карапсем тӑтӑшах кӗмеҫҫӗ. Ученӑйсем Хӗвел коронине фотографи шухӑшласа кӑларичченех Хӗвел тӗттӗмленнӗ вӑхӑтра алӑ вӗҫҫӗн ӳкере-ӳкере илнӗ, халь ӑна фотографипе ӳкерсе илеҫҫӗ. Хӑш чухне вӑл манӑн ӑнӑҫлах пулатчӗ. Ҫынсен шыҫса кайнӑ пичӗсем этемле хуйхӑпа тулнине, куҫӗсенче кӳренӳпе хаярлӑх палӑрнине курсан, эпӗ праҫникри пек савӑнаттӑм та — «халӑх хушшинче ӗҫлетӗп», ӑна «ҫутта кӑларатӑп» тесе мӑнкӑмӑлланса шухӑшлаттӑм. Ҫак кафере пӗр кайри пӳлӗм пур, вӑл халӗ историе кӗрсе юлнӑ. Анчах та халӗ, эсир ман патӑма суя та тӳрӗ кӑмӑллӑ мар кӗлӗсемпе килнӗ чухне, эпӗ ӳкӗнетӗп, ҫав ӗҫе тунӑшӑн ӳкӗнетӗп! Шӑрӑхпа, тата хӗрсе ӗҫленипе хӗрелсе кайнӑ лутра та патвар тимӗрҫ Гиляка тытӑнчӑк сассипе хӑрӑлтатрӗ: — Вӑл ҫул ҫинчен пӑрӑнас ҫук, ҫирӗп юлташ пулать. Чаплӑ ташӑ — эпӗ те сирӗнпе пӗрле ташлатӑп — кунта та, леш ташлакансем, Лондонри мӑйкӑч ҫинче сулланакансем пекех, урасене хуҫлататӑн. Вӑл арӑмӗнчен ыйтать пек: «Карчӑк, мӗн ара, лешӗ килмерӗ-и?» — тет пек. — Ҫавӑ. Шухӑшлама та пултараймастӑп. Хуҫа кукамая савӑнӑҫлӑн йышӑнатчӗ: — Э, ӑслӑ Акулина, мӗнле пурӑнатӑн? Айван этем, айван, айван этем! — темиҫе хутчен те каларӗ старик, унтан пуҫне усса, шухӑша кайрӗ. Боровинӑна килнӗренпе, Ян инҫетре, Липинцӑра пулнӑшӑн вӑл пирвайхи хут турра тав турӗ. — Ну, — терӗм эпӗ, — пичче выҫсах килнӗ пулсан, вӑл васкама юратаканскер, кӑшкӑрашсах супать. Эпӗ урампа кӑшт утрӑм та чарӑнса тӑтӑм. Вӑл килсе апат хатӗрри ҫинчен пӗлтерсен кӑна, кӗнекесене пӑрахса, Карл Иваныч ирӗк парасса кӗтмесӗрех, аялалла чупма юрать. Мӗн пулнӑ? Эпӗ окружкома ҫырса яратӑп! Унсӑр пуҫне тата, эсир урӑххине те илтӗр — вӑл пӗр хӗрарӑм ҫинчен нумай калаҫать, вӑл пӗрмаях ӑна асӑнать. Пӑрахут бухтӑна асӑрханса кӗме тытӑнчӗ, ҫыран хӗрринчи илемсӗрленнӗ урама, туснӑ вокзала, бомбӑсем ҫӗмӗрсе пӗтернӗ чул хӳмене Воропаев катаранах асӑрхарӗ. Вӑл ирӗксӗрех салхуланчӗ. Ҫак тапӑну вӑхӑтӗнче икӗ ача шуткӑлла мар, пӗр-пӗрне суранлатмаллах кӗрешнӗ. Ун чухлӗ эпӗ те чӑтса ларайрас ҫук, хам чуна ҫӑлассишӗн те. Самохинӑн сӑмахӗ вӗҫленес умӗн Макара ҫулӑм пек хыпса илнӗ ҫав тери хаяр ҫилӗ сасартӑках сирӗлсе кайрӗ, ун вырӑнне шанчӑксӑрлӑх, шиклӗх ҫавӑрса илчӗ ӑна. Рада хӑй епле пӑшӑрханнине ҫапла сыпӑк-сыпӑкӑн пӗлтернӗ хушӑра Колчо май тупма та ӗлкӗрчӗ. Ах, сэр, епле юрататпӑр эпир сана! Вӑл хӑвӑрт, тӗлӗнмелле сикерех пыракан тӳрӗ утӑмсемпе утса, туйи ҫине ҫӑмӑллӑн тайӑнса пычӗ. — Джимӑн шӑвӑҫ тирӗк ҫук. — Мӗн пулчӗ сана, Бойчо? — ыйтрӗ хӗр улӑшӑннӑ сасӑпа, Огнянов патнелле ярса пуснӑ май. Кирек епле пулсан та, маншӑн Дмитрипе пӗрле ун амӑшӗн пӳлӗмӗнче ларасси унпа хӑйпе кӑна куҫа-куҫӑн ларассинчен савӑнӑҫлӑрах. — Ирт, лар! Телее пула тата Билль Галлей Окленда ҫитме хыпаланмасть, вӑл бриг ҫинчи паруссене те пурне те ҫӗклемен. Атту пулсан пӗр шквал килсе ҫаклансанах «Макари» мачтисене ҫӗклесе каймалла. — Атте! — кӑшкӑрса каланӑ Фома. Кӳршӗ арӑмӗсем, ахаль чухне унпа ытла ӑшӑ кӑмӑллах пулманскерсем, халӗ ӑна сывлӑх суннӑ тата ун патне хӑшӗ кӑкшӑмпа чихирь, хӑшӗ каймак, хӑшӗ ҫӑнӑх илсе пынӑ. Урмӑшнӑ ҫилӗ амакӗпе ҫаврӑннӑччӗ эпӗ хыҫалалла ҫакнашкалах… Арманалла пӑр ҫапнӑ пек пуля тӑкӑнчӗ. Пулни-иртни манӑҫа тухать, ӳт-пӳ мӑнтӑрне пухать… Кама тесе шутлатӑр? — Ҫавӑн пекех. Турӑ лаша хуҫа лаши пулнине Фелим ӗнтӗ тахҫанах палласа илчӗ; ҫав лаша тӑрук аяккалла пӑрӑнчӗ те каялла ҫеҫенхирелле чупрӗ. Ӗнер, аттеҫӗм, юлашки ӗнене картишӗнченех тытса тухса кайрӗ, ҫитменнине тата манӑн арӑма хӗнесе хӑварчӗ — ав, ҫав тӑраканскер. Пурин валли те вырӑн тупӑпӑр!.. Икӗ сехет ҫапрӗ. Хырӑмӗ ҫеҫ алла кӗрет. Вӗлер-ха, ман мӑй ҫинче вӑрӑмтуна пур, ҫунтарать кӑна. Ун хыҫӗнчен тӑсӑк шӑнӑрлӑ мӑй курӑнчӗ… — Турӑ пулӑшать, — тесе тавӑрчӗ вӑл мана. «Лар» терӗ Оксана, ҫаплах-ха савӑнма пӑрахмасӑр. Елена ӑна тытса чарасшӑн пулчӗ, анчах мӗнле чӗнсе илмеллине ҫийӗнчех аса илеймерӗ. Кӑвак мустанг хартлатса, каялла чакнӑ. Пӗчӗк тутисем аран палӑраҫҫӗ. Эпӗ грот патнелле каякан виноград аллейине кӗтӗм; ытла кичемччӗ мана. Чӑнах та, кӳлӗнӗр-ха ӗҫе, лекцисенче хыҫкаланнипе ҫитӗ ӗнтӗ. Пурнӑҫ вӑл пирӗн хаксене — пуринне те пӗлет, пирӗн ҫӳрессине вӑхӑт ҫитиччен пӳлсе лартмасть… Ҫакӑ чӑнласах та тӗрес пулсан, вӗсен сӑнавӗсен пӗлтерӗшӗсене пурин валли те пичетлесе кӑларсан аван пулмалла. Нимӗҫ ҫӑварне туллиех нӳрӗ тӑпра чышса тултарнӑ. Кайран, пӳлӗмре, чӗлӗм чӗртсе, сарлака ҫурӑмӗпе кӑмака ҫумне тайӑнса тата куҫӗсене хӗссе, тӗтӗме ҫинҫен кӑна хӑйӗн сухалӗ ӑшнелле ярса тӑрса, сӑмахсенчен вӑраххӑн кӑна уҫӑ та ӑнланмалла пуплевсем туса, вӑя эпӗ ҫамрӑклӑхри ҫулсене мӗн тери усӑсӑр сая янине тахҫанах асӑрхани ҫинчен каларӗ. Е вӑл кунта сире хӑвӑр правӑрсен вӑйне пӗтерсе хуракан чиркӳ прависене асаилтерсе тӑма ҫеҫ кирлӗ, е вӑл кунта ним тума та кирлӗ мар. — Ҫавӑнпа чухӑн-ҫке вӑл! Вӑл йывӑҫ тура евӗрлӗ курӑнать. Икӗ ҫын лав ҫинчен ещӗк илсе ҫӗр ҫине лартрӗҫ, ун ӑшӗнче темӗнле виҫкӗтеслӗ япала пур. Вара манӑн та ирӗксӗрех ун пек тӑвас килсе кайрӗ. — Ҫавӑн пек улпутсем те пур тата, — калама тытӑнчӗ амӑшӗ, палланӑ сӑнсене аса илсе, — вӗсем халӑхшӑн пӗтеҫҫӗ, ӗмӗр тӑршшӗпех тӗрмесенче асапланаҫҫӗ… — Эх, синьора, пӑхӑр-ха! — терӗ вӑл. Ҫавна хирӗҫ вӑл: тӗп-тӗрӗс шутласа кӑларнипе чи ҫывӑх ҫырана ҫӗр лигӑран кая мар, терӗ. Вӑл яланхи пекех пуҫланчӗ; ирпе ҫичӗ сехетре эпир хамӑр «утиль» патне ҫитсе те лартӑмӑр, тахӑшӗ ӗнтӗ Миша Голомба «тӗлӗнтерме» те пуҫларӗ, анчах та вӑл нихҫан та, нимрен те тӗлӗнмест, Ваня Грибков ӗнтӗ такамран горизонт мӗн иккенне те ыйтса пӗлме ӗлкӗрчӗ. Пурнӑҫ вӗҫнех ҫитрӗм-ҫке, тусӑмсем: тӑван ывӑлӑм — вӑл та пулин усалланса кайрӗ, мӗншӗнне — хам та пӗлейместӗп. — Юрӗ, мисс, анчах вара сирӗн шлепке хывса, кунта нумайтарах лармалла пулать. Тата мӗншӗн шанӑҫа ҫухатмалла-ха ун? — Эсӗр сисетӗр пулӗ ку паллӑ ҫын кам иккенне? — терӗ Силвио. — Паян каҫпа, тӗттӗм пулса ҫитсенех, — терӗ ученый. Уйӑх ҫинче мӗншӗн кратерсем нумай? Мӗншӗн тесен вӗсен… Йӑрӑмлӑ пысӑк китсен хӳри пит вӑйлӑ, вӗсем патне ҫав тери асӑрханса пырас пулать. Чӗлхесӗр! — пӗтӗмӗшпех халран кайса, аллисемпе кӑтартса та пулин ӑнлантарса пама хӑтланчӗ Ерофей Кузьмич. Ку наукӑна зоологи, ботаника, минералоги, геологи кӗни паллӑ. Хакла ларчӗ эсир мана юратни! Юлашки кунсенче вӑл, хӑйне ун умӗнче айӑпа кӗнӗ пек туйса, Воропаевран пӑрӑнса ҫӳрерӗ. Ан макӑр. Дамасковсен килне кӗмесӗрех Давыдов колхоз правленине кайрӗ. — Ҫӗлен! — терӗ вӑл шӑппӑн, хӑйӗн куҫӗсем шуса ҫӳрекен чӗрчун ҫинче чарӑнса тӑрсан. Вара сасартӑк, пӗрхӗт кайӑк пек, юлташне хулпуҫҫирен ярса тытнӑ. — Итле-ха, — ун патне ҫывӑхах пырса каларӗ Ольга. — Тӗрӗс, капитан, — терӗ Паганель. Сӑнама, мӗнпур вӑйран сӑнама сӗнетӗп сире. Унтан ҫавӑн пекех лӑпкӑн — ҫиленнине те, савӑннине те палӑртмасӑр — хупах алӑкне уҫрӗ те:— Эй, Падди, сан валли пӳлӗм хатӗр, — тесе кӑшкӑрчӗ. — Эсир ан ухмахланса хӑтланӑр, эсир пӗчӗк ача мар вӗт. Эпӗ вара кам? Мӗн вӑл сан Брусилову? Кунта пӗри тӗлӗнтермеш тигр ҫинчен юмах ярса кӑтартрӗ, анчах эпир ӑна ӗненместпӗр. Чей ӗҫрӗ, шӳтлет, Машӑна пит ҫӑмартинчен ачашларӗ. Пирӗннисем пек анчах-и! Тарасси ҫинчен вӗсем фронта киличчен те пӗрре ҫеҫ мар калаҫса пӑхнӑ, анчах Ярцев пурпӗрех парӑнман. Унӑн темскер Смурыйпала пӗрпеклӗреххи пур, анчах вӑл ун пек тискер кайӑкла та, тӳрмен те мар. Курӑк ҫине витӗ сарнӑ та унта чӑпар чашӑксем ларта-ларта тухнӑ. Вӑл куҫӗсене пӗчӗклетсе, вӑрам шӑлӗсене йӗрсе ун ҫине пӑхнӑ. — Санӑн аннӳ пур-и? Акӑ вӗсем те ҫитрӗҫ. Патагонец тинкерсе пӑхса итленӗ вӑхӑтра Тауко рамада енне пӑхса труках хыттӑн кӗҫенсе ячӗ. Вӑрманта лӑпӑртатма юртакан ҫын тавраш эрех ӗҫсе хӗнешсе хӑтланассисем ҫук, унта кукаҫейӗн йӗрӗнмелле ҫӑткӑнлӑхӗ ҫинчен, аннен хӑйӑр ӑшӗнчи вилӗ шӑтӑкӗ ҫинчен манса каятӑн чӗрене йывӑр кичемлӗхпе пусса тӑракан мӗнпур япала ҫинчен те манатӑн. Вӑхӑт (паллах ӗнтӗ) хӑш чухне кайӑкла вӗҫет, хӑш чухне ӑманла шӑвать; анчах этемшӗн вӑл е хуллен, е хӑвӑрт иртнине те асӑрхаман чухне уйрӑммӑнах аван. Санина Розелли госпожан шухӑш-кӑмӑлӗ кӗтмен ҫӗртен улшӑнса кайни тӗлӗнтерчӗ, анчах Джемма унпа хӑйне мӗнле тыткалани унтан та ытларах тӗлӗнтерчӗ. Куратӑр-и, ҫак тӳп-тӳрӗ анакан чул ту тӑрринче, сылтӑмра, пӗр тӑвӑр площадка пур? — Акӑш-макӑш хӑрушӑ ҫын. — Эсир ухмаха ертӗр пуль: ӳсӗр Каленик вӗт ку». — Апла мӗншӗн вӑл ялан пӗр тӗлелле пӑхать?.. Волошин майор пӗрмаях команднӑй пунктра пулнӑ. — Мӗн-ха тата, тусӑм, — терӗ ӑна Гленарван, — лаша, сурӑх, ӗне кӗтӗвӗсем каҫса ҫӳреҫҫӗ пулсан, пирӗншӗн унта ҫулӗ татах та авантарах пулать. Юрӗ, Антуко перевалӗ пире ҫавӑрӑнӑҫ мар пулсан, ҫавӑн урлӑ кайӑпӑр. (Хӑйӗн ҫӗршывӗнчи еху текен чӗрчунсене вӑл яланах ман тӑвансем вырӑнне шутлатчӗ.) — Эпир сана кураймастпӑр. Чӑнах вӗт, Тарӑ? Вӗсене пысӑк вырӑна лартас ӗҫре король хӑй епле тӑвас тени, патша ҫуртӗнчи пӗр-пӗр дамӑна е министра шӑп вӑхӑтра пит меллӗн укҫа тыттарни, е юлашкинчен, пӗтӗм государство интересне сиен туса пӗр-пӗр партие вӑйлатма хӑтланни ытларах палӑрман-и? Катька итлесе выртать. Ну, паллах ӗнтӗ, Зуев вӑл ӗҫе япӑх тӑвать-им? Ку вӑл — хытӑ хутран касса кӑларса йывӑҫ ура ҫине вырнаҫтарнӑ ҫаврашка, ӑна ури ҫинче пӗчӗк пӑтасем тӑрӑх куҫмалла тунӑччӗ. Ҫаврашки ҫине темле улпут майрипе парикмахера тӑрӑхлакан ӳкерчӗк ҫыпӑҫтарнӑччӗ. Ҫук сӑмахшӑн пулсан та, хӑвӑрах куратӑр, тавлашу шӳтпе мар хӗрсе ҫӗкленчӗ. Ӗнтӗ пӗрин ҫумне тепри тухсах тӑрать, сывлӑшра кӑнтса тӑракан шпиц евӗрлӗ, шпага та тухса ҫакӑнчӗ. Ҫав ырӑ ҫынсем ҫине хӑрлатса вӗрекен сӑнчӑрланӑ-ылханлӑ хурт-кӑпшанкӑсене эпӗ мӗнле курайманнине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ. — Раrсе que c`est une giberne d`un regiment de la garde, Monsieur, qui porte l`aige imperial. Вырсарникун пуп амвон ҫинчен: — Выльӑхсем! Унсӑрӑн пач никама курас мар хуть. Санпа пурӑнса ухмаха тухса кайӑн. Павел, епле, э? Тен, эпӗ сирӗн ҫинчен тӗрӗс мар шухӑшлатӑп, тен, эсир эпӗ шухӑшланинчен лайӑхрах та пуль. Магацитлсем Аолсен хӗр-упраҫне качча илеҫҫӗ те вӗсенчен Тусен кӑвак йӑхне ҫуратаҫҫӗ. — Каллех адрессемпе мӗн те пулин пулнӑ-и? — тесе ыйтрӗ вӑл ҫурма сасӑпа. Ахӑрнех вӑл манманччӗ пулас, епле пӗррехинче ҫав «ҫаксем ҫинчен» тенипе эпӗ ытла килӗштерсе калаҫманнине. — Ҫапла, ку тӗрӗс. Таврари пӗлӗт тап-тасах пулчӗ; таҫтан аякран, куҫа курӑнман самолёт ҫинчен, лӑпланнӑ эфирта сасӑ кӗрлерӗ: — Эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов, эпӗ — Чайка иккӗ, Федотов… Никам та чӗнмерӗ. М-овра кабинӑра пассажирсен вырӑнне йышӑннӑранпа пӗтӗмпе те сакӑр кун кӑна иртрӗ. Ҫак сакӑр кун хушшинче те мӗн курса иртни питӗ нумай, унта мӗн асра юлнине упраса тытма чунӑм та йышӑнмарӗ, хам пурнӑҫпа мӗн ҫыхӑннине ҫеҫ ӑсӑмра тытма пултартӑм. Пӗр евӗр сӑн-сӑпата эпӗ ҫур ҫул ытла курса тӑтӑм: госпиталь палатин стенисем — вӗсен леш енче Кама ҫыранӗн хӗрринче Уралти ют хула. Анчах вӑл акӑ таҫтах тӑрса юлчӗ ӗнтӗ, халиччен пулман пекех кӑвак тӗтӗмре нихҫан пулман пекех пытанса юлчӗ, хирӗҫ вара Ленинградӑн, Мускавӑн, Ярославлӗн пӗр самантлӑха ӳкнӗ сӑнӳкерчӗкӗсем курӑнчӗҫ. Пӗр самантлӑха терӗм эпӗ. Анчах вӗсем ӗмӗрне асран кайми самантлӑх ӳкерчӗкӗсем. Ҫавӑн пекех хӑйне сума сутаракан паттӑр Ленинград та хӑйне тытса тӑрайми ирӗклӗх вӑй-хӑватне хӳтӗлекен ҫапса туллатнӑ чӳречисемпе, Вспольери ҫӗрле те ҫывӑра пӗлмен, ӗшеннӗ, вӑрҫӑн хура-шурне курнӑ вокзалӗпе ӗмӗрлӗхех асамра тӑрса юлчӗ… Кэмден-Бриджеран пуҫласа караванӑн ҫул ҫинчи йӗркисем пӑртак улшӑнчӗҫ. Кунта эпир закона хирӗҫле ӗҫ тунине куратпӑр, закон вӑл — дисциплинӑран та ҫӳлерех. Утиял сӗтӗрсе кӑларма хӑтланни мӗне пӗлтерет-ха тата? Темле шуйттана хирӗҫ вӑйӑ вылянӑ пекчӗ пире, пирӗн выляса ямалли япаламӑр Таня пек туйӑнатчӗ. Ҫын ҫине пӑхма та йывӑрччӗ мана: пӗччен пулас килчӗ. Тата сирӗн тус, Петров, начар-им? Анчах Николай калаҫӑва каллех путарса лартрӗ. — Вӑл, леш, хам кунсерен, минутсерен асӑнакан ирсӗр элекҫӗ. — Шӑллӑм! — чӗнчӗ хайхискер, кӑмӑллӑ та лӑпкӑ сассипе. Никифорыч ҫемҫен, тутлӑ сӑмахсемпе калаҫать, унтан темле эпӗ сисичченех урӑх калаҫу ҫине куҫать: — Сӑмахран: кунта пӗрремӗш курс студенчӗ Плетнёв пур. Вӑлах, хайхи ҫамрӑк тетӗп эпӗ. Ытлашши пӑхса тӑмасӑрах, эпӗ курока майӗпен антарса пӑртӑм та пытана-пытана каялла тартӑм. Эпӗ сана хӑв манран ыйтнӑ чухне мӗншӗн ҫиллес пулнине калам. Вара вӑл пурте хӗҫ-пӑшалланмалла тесе ҫине тӑрсах кала пуҫларӗ. — К-контузить турӗ, — ӑнлантарчӗ Костя. Анчах вӑрттӑн вырӑн пирӗн — апостолсемпе пӗр тан таса чиркӳ. — Мӗн тумалла вара ӑна? — Ах, усал! — тесе ҫилленсе кӑшкӑрса янӑ Зеб. Амӑшӗ Тихонпа пӑшӑлтатрӗ, лешӗ унпа килӗшсе пуҫӗпе сулчӗ, лаши те килӗшсе тӑчӗ; унӑн куҫӗнче пӑхӑр тӗслӗ пӑнчӑ ҫутӑлни курӑнчӗ. — Пур… Чаксах пырать чунри вӑй-хал, хастарлӑхПуҫра асаплӑ шухӑш пулнӑран. Пӳрт тӑррине капланнӑ пӗлӗтсемКушак пекех таҫта кайса кӗреҫҫӗ. Пурнакансен шӑпи… Корчагин ҫӗнӗрен килнисене ӗҫ парать. Чиркӳсене хупни вӗсене килӗшместчӗ, анчах хӑйсем ирӗксӗрлесех коммуниста мӑйран хӗрес ҫакса яма хӑтланни, — ку вара вӗсемшӗн нимӗн те мар иккен! Ну, ытла та лайӑх тӑрӑ шыв ҫине кӑларчӗҫ те вӗсем хӑйсен икӗпитлӗхне! — Ҫемҫе вагонта каймалла-и? Старик пӳлӗме кӗнине эпӗ кӑшт ҫеҫ курса юлтӑм, вӑл часах кравать хыҫӗнчен курӑнми пулчӗ. Старикӗ вӑл ӗмӗтсӗр. Витӗр куҫлӑ инспектор, ӑна пытаннӑ чухнех асӑрханӑскер, урапа ҫинчен туртса кӑларнӑ. — Асту: пирӗн ҫулсем хире-хирӗҫ пулӗҫ-ха! Зингер машинине е «Оппель-кадета» сутӑн илнӗ пекех, ку ҫурта темиҫе срокра тӳлесе татмалла туяннӑ пулнӑ. Вӑл вунсакӑр ҫулта ҫеҫ-ха, ҫамрӑклӑхӑн пур вӑйӗпе вӑл пурнӑҫ патнелле туртӑнать, вилӗмрен хӑрать. Шӑранса уйӑрӑлса кайнӑ крантӑ кӗпҫийӗ хурлӑхлӑн усӑнса аннӑ, крыши чалӑшса кайнӑ, аврисем айӗнчен тӑхлан тумланатчӗ, — хӗрлӗрех кӑвак сӑмавар вилӗ пек ӳсӗррӗн туйӑнатчӗ. Вӑл фортри офицерсем патӗнче службӑра тӑракан курьер кӑна пулмалла, кун пирки эпӗ ним те иккӗленместӗп. Пӗр сӑлтавсӑр тӑмсайсем кӑна кулаҫҫӗ, — тет кӑмӑлсӑр сӑнлӑ Мими, вара кулма чарӑнасшӑн тӑрӑшнипе хӗрелсе кайнӑ Люба ман ҫине куҫ айӗнчен пӑхса илет. Пирӗн куҫсем тӗл пулаҫҫӗ те, эпир куҫҫуль тухичченех ахӑлтатса кулатпӑр, хамӑра сывлайми тумалла тӑвӑлса килекен кулла ниепле те чараймастпӑр. — Пӗлместӗп. Пиҫнӗ ҫӑвӑн сӑра шӑрши, пӑсӑлнӑ ҫӑмарта тата урай ҫурӑкӗсенче йӳҫсе ларнӑ лапра шӑрши сывлӑша пӑва-пӑва илет. Эсир пӗтӗм пурӑнӑҫӑра боксерсене вӗрентсе ирттернӗ. Тӗрме хапхи патӗнче полк комиссарӗ тӑрать, вӑл полевой кӗнеки ҫине приказне ҫырса пӗтерет. Чутах чыхӑнса вилеттӗм. Хӑвӑртрах ҫиеле тухрӑм. Айккинелле чупа-чупа кайма ӑна никам та чӑрмантарманнине вӑл хӑй шӑпине ӳпкелемерӗ. Харпӑрлӑхшӑн ҫунма унтан ан вӗреннӗ пултӑр! Эпӗ революцие ырӑ тӑвасшӑн пулнӑ. — Эпӗ санран ыйтатӑп вӗт, ырӑ ҫыннӑм? — терӗ Аркадий Павлыч малалла лӑпкӑн, ун ҫинчен куҫне илмесӗр. — Уэлдон миссис, сирӗн кӑштах та пулин ҫиес пулать, — ҫине-ҫинех хистерӗ Дик Сэнд. Йӗркен пӗр вӗҫӗнче хӑш кунӗ, тепӗр вӗҫӗнче, яланхи бухгалтери кӗнеки ҫинчи пек, укҫа хисепӗн итогӗ тӑрать. Анчах тӗрлӗрен ӑнлантарса пани вырӑнне, вӗсен хушшинче темиҫе хӗрессем ҫеҫ туса хунӑ. Сивӗпе тата ҫил-тӑманпа пӑрланнӑ телеграф пралукӗсем татӑла-татӑла анаҫҫӗ, халь акӑ вуникӗ пралукран виҫҫӗшӗ ҫеҫ ӗҫлеҫҫӗ Индо-Европа телеграфӗ тата икӗ тӳрӗ линисем. Ӗнентерме хӑятӑп, унӑн шӑпи ман шӑпа мар! Пурте эпӗ калаҫма хӑвӑрт тавҫӑрса илме пултарайманнине курса тӑнӑ пек туйӑнса кайрӗ маншӑн. — Камне пӗлместӗп. Вӑл пире чылайччен… пӗр ҫирӗм сула яхӑн тытса усрарӗ. «кам мана чӑнах та курасшӑн, ҫавӑ эпӗ тӑлӑппа ҫӳресен та манпа хавасланса курнӑҫӗ, ман купӑста яшкине, пӑтта ҫийӗ. Гекльберри ӑна хирӗҫ мӑшлата-мӑшлата пашкарӗ. Ачасем куҫӗсене илмесӗр сӑран савӑчӗ ҫинелле пӑхрӗҫ, вӗсен епле пулсан та ҫавӑнта ҫитесси килчӗ, унта ҫитесчӗ тесе, вӗсем юлашки вӑйӗсене пухса чупрӗҫ. Хӑранӑ лашисем вара тинех чарӑннӑ. Йӳнӗ май илтӗм. Инҫех те каяймарӑм, сасартӑк сасӑ илтетӗп: — Юрӑхлӑ вырӑн тупӑнсан, ҫакӑнта чарӑнсан аван пулӗ, лашасем йӑлтах ывӑннӑ. — Эпӗ аппа кӑмӑлне кура ун пеккине нимӗн те туйман; хамӑр пурлӑхӑмӑр ҫинчен сӑмах майӗн кӑна аса илтӗм эпӗ. «Ах мӗнле ӗҫсем пулаҫҫӗ-ҫке?» татах каларӗ судья. Дениска пӗлӗт ҫинелле пӑхса илчӗ, ура ҫине тӑрса, лашисене ҫапрӗ, вара тин кӗскен хуравларӗ: — Тур пулӑшсан, каҫ енне хӑваласа ҫитетпӗр. — Выльӑхсене каялла парӑр, ун чухне хыттине те сухаласа акӑпӑр! — Мускава, Сталин патне ҫынсем уйӑрса яратпӑр! Унччен те пулмарӗ, пӑхатӑп, Казбич шартах сикрӗ, сӑнран улшӑнчӗ, тӳрех чӳрече патнелле ыткӑнчӗ: чӳречи — инкеке — картиш еннелле пӑхатчӗ. Гурий Плетнёв вӗсемпе ҫывӑхчӗ, анчах эпӗ хама ҫав ӗҫе хутлантарма ыйтнисене хирӗҫ яланах вӑл: — Сана, шӑллӑм, ир-ха! Темпа вӗҫертсе яманни тата питӗ меллӗ туса хунӑ фронтри пек лару-тӑрӑвӑн хумхануллӑ илӗртӗвне ҫухатманни питӗ кирлӗ пулнӑ; «Атака, штурмовка, малалла, ман хыҫҫӑн!» текен сӑмахсенче мӗн тери вӑй, мӗн тери ирӗк-кӑмӑл пытанса тӑрать! Ҫил мӗнпур вӑйран алхасать, ҫумӑр пӗлӗчӗсем, уйӑха хупла-хупла, тӳпе тӑрӑх хӑвӑрт чупаҫҫӗ. Алексей ҫак ҫӗре мӗнле ирттернине те, тепӗр ирхине малалла мӗн чухлӗ шунине те астуман. — Гай Гисборншӑн никамран ыйтни те кирлӗ мар! Сковородников, ӗҫсе ӳсӗрӗлсе, анне патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен ҫапса:— Эх, Аксинья, тупрӑн ҫав! — терӗ. — Ӑнланаймарӑр? — тӗлӗнчӗ Голышев. Уйрӑмӑнах Хӗвел пӗтӗмӗшпе тӗттӗмленесси пӗр вырӑнта сайра пулать. Ку ӗнтӗ, ҫӗр айӗнче ҫӗр утмӑл ҫухрӑм аялта ӗлӗк-авалах тинӗс пулнине лайӑх кӑтартса парать. Вланг та унпа пӗрлех тухса пӑхрӗ те, анчах та пуля шӑхӑрнине илтсенех пуҫне чикрӗ те халӑха сирсе блиндажалла вирхӗнчӗ. Салтаксем Влангран ахӑлтатса кӑна кулса юлчӗҫ. Софья ерипен юрласа ячӗ, вӑл юрӑ ир пек хаваслӑ пулчӗ… Мӗнле те пулин наследникӗсем юлнӑ-и? Эпӗ Арина ҫине тӗлӗнсе, хӗрхенсе пӑхса илтӗм. Малалла ӑҫта каймалла-ха? Килсенчен нумайӑшӗнче хуҫисем ӑна хӑйсем чӗнсе кӗртетчӗҫ. — Ӑҫта кайса кӗнӗ ку ача? — ҫилене пуҫларӗ Артём. Эпир кунта хуҫалӑха черетлӗн тытса пыратпӑр, — паян пире Игнатий сӑйлать! — Хӑҫанччӗ-ха? Яштака, сарлака хулпуҫҫиллӗ вӑл, шинельне йӳле янӑ, шинель айӗнчен тӳрӗ ҫухаллӑ хӗрлӗ кӗпи курӑнать, аллине пирус тытнӑ, крыльца карлӑкӗ ҫине чавсаланса, пӗчӗк ачалла савӑнса тӑрать вӑл пиччӗшӗ умӗнче, ҫав тери кӑмӑла килмелле чипер ача вӑл, пӗрмай, пӗр вӗҫӗмсӗр пӑхса тӑрӑттӑн ун ҫине. «Ҫапкаланчӑка ҫакса вӗлерместӗп пулсан, пурӑнмастӑп та! Якӑр пилӗк чалӑш таран шыва анса кайрӗ. Сулӑ канат ҫине карт туртӑнса чӗтренсе чарӑнчӗ. — Ӑс-тӑн вӑй памасть! — терӗ ӑна хирӗҫ Рыбин хыттӑн, ҫине тӑрса. Тапранса каймалла-и, майор? Ҫӑлтӑрсем йӑлтӑртатса тӑракан кӑвак пӗлӗт вырӑнне кунта ҫумӑр пӗлӗчӗсем хушшинче пӗтӗм йывӑрӑшӗпе пусса тӑракан гранитлӑ ҫирӗп чул тӳпе курӑнать; ҫак ҫӗр айӗнчи хӑвӑл темӗн пекех пысӑк пулсан та, ҫапах та унӑн ӑшӗнче планетӑн пӗр-пӗр чи пӗчӗкҫӗ спутникӗ те ҫавӑрӑнса ҫӳремеллӗх вырӑн ҫук. Витаминыч хулара пӳлӗм илчӗ, ывӑлне те, паллах, хӑй патне вырнаҫтарчӗ, ҫуллана вӑл ӑна Марья Богдановна патне леҫсе ярасшӑнччӗ. Артамонов каллех ҫӑвар тулли юн сурчӗ те тӗлӗнсе мӑкӑртатса илчӗ: — Юхать. — Вырӑс мар-и? Андрю-ха? Транспортпа сторожевик та эсминец путарнӑччӗ, ҫавсемшӗн шурӑ калпаклӑ поварсем офицерсен столовӑйне пӗр сысна ҫури кӑна мар, виҫҫӗ те илсе пынӑччӗ. Сӗтелсене «П» саспалли пек лартса тухнӑччӗ. Ҫав саспаллийӗн сӑлӑпӗ тӗлӗнче ҫурҫӗр флочӗн командующийӗ адмирал ларатчӗ. — Эсир янкӑслӑха юрататӑр-и? — ӑна пӳлсех ыйтрӗ Лушин. Хӑй вӑл вуланӑ чухне кулман. Анчах итлекенсем харӑссӑн кулса ярса (чӑнах та Панталеоне ку шута кӗмен, сӑмах quel ferrotluсtо Теdеsсо ҫине куҫсанах, вӑл пӳлӗмрен ҫиллессӗн тухса кайнӑ), ӑна вулама чарсанах, Джемма кӗнекине чӗркуҫҫи ҫине хурса пуҫне хыҫалалла каҫӑртса хӑй те уҫҫӑн кулнӑ, — вара ун хура ҫӳҫӗн ҫемҫе кӑтрашкисем мӑйӗпе чӗтрекен хулпуҫҫийӗсем ҫине ӳксе сапаланнӑ. Шкул ачисенчен хӑшӗ-пӗри темиҫешер сарӑ билет пуҫтарса ҫитернӗ пулсан та, ун кӑмӑлне тивӗҫтерекенни тупӑнман: директор лайӑх вӗренекенсене ыйтусем парсах тӗрӗсленӗ. Кала, эпир ӑна…» Анчах вӑл ним те шарламасть, йӑвашшӑн кулать кӑна, куҫне хӗсет, анне тухса кайсан пӑшӑлтатса калать: «Астумастӑп, тӑвансем. Веткин, хӑйӗн миллионӗсене пилӗк минутра выляса янӑскер, шурнӑскер те ҫӑварне карнӑскер, пукан ҫине ларнӑччӗ те ҫывӑратчӗ. Тӑвӑр галерейӑсем тӑрӑх хӗрӗх ҫичӗ кун хушши кукленкелесе, такӑнкаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн ҫак тӑварлӑ пӑспа тулнӑ нӳрлӗ сывлӑша кӑкӑр тулли ҫӑтасси темӗн пекех аван туйӑннине ӑнланса илме те хӗнех пулмӗ. Вӑл вара, савӑнса, машинӑпа пӗр-пӗр кӑткӑсрах фигура тума пикенчӗ, анчах ҫавӑнтах хӑйӗн хусканӑвӗсем тӗрӗс маррине, самолёт хӑйне итлеми пулнине сиссе, хӑй ӗмӗчӗ тулайманшӑн чунтан кӳренсе, ҫӗнӗрен тренировка тума тытӑнчӗ. Вӑл тӗрӗсех ӗнтӗ. Эпир халь Сатурнран аяккарах вырнаҫнӑ тата виҫӗ планетӑна пӗлетпӗр. Вӗсем телескоппа кӑна курӑнаҫҫӗ. Ку Ангола ҫыранӗ тесе шутлама Дикӑн пур сӑлтав та пурччӗ ӗнтӗ. Анчах халь пурте пӗтсе ларнӑ ӗнтӗ, эсӗ тӗрӗс калатӑн. Ҫурта ҫутса яр е электричество лампочкине пӑрса ҫут. Вӑрӑм аллейӑн вӗҫӗнче Паттерсон тӑванӗсен пӳрчӗ ларать. — Юртӑпа ма-а-арш! — аслати пек сассипе командӑларӗ Осадчий. — Хушнине итленӗ чухне, — мӑкӑртатрӗ каллех упӑшки. — Темех мар, часах ӗнтӗ ҫитетпӗр, — анасларӗ Пантелей — Тем мар, ӑшӑнатӑн. — Ҫапла, вӑл: «Вӗлерӗр! Хӑйсен чаплӑ мар апатне виҫҫӗшӗ те ӗҫпе ывӑннӑ ҫынсем васкамасӑр, ерипен, калаҫмасӑр ҫиме тытӑнчӗҫ. Андрий хӑй ӗлӗк курнӑ тӑрӑх астӑвакан сӑн-сӑпатӑн паллисене пӗрне те пулин тупӑп-и тесе шырарӗ, анчах та вӗсем ҫук, пӗрре те юлман! — Сире эпӗ пӗр кун хушшинче ура ҫине тӑрататтӑм… Ӗнтӗ пӗр-пӗр тумтир-и е ура сырмалли кӑларса парӗ. — Каласа пар, ачам, ан имен. Автора король ҫуртне илсе пыма хушаҫҫӗ. Ҫӗр ҫинче темӗнле тӗттӗм ҫӗр пулин те пач тӗттӗмех пулмасть, пӑртак та пулин ӳкекен ҫутӑ пайӑрки куҫа курӑнатех. Пӗр сӑмахсӑр килӗштернӗ капитуляци хӑй вӑхӑтӗнче Батак халӑхне Мехмет Тымрашлийӗн ушкӑнӗ ҫӗмӗрсе тӑкасран хӑтарса хӑварайман, анчах Бяла Черквана хӑтарса хӑваратчех-ха. — Чӗн! — кӑшкӑрчӗ этемсен тусӗ. Сулахай аллинче унӑн тутӑр, вӑл ӑна ӳркерчӗкӗн сулкалать; сылтӑм аллипе пилӗкӗнчен тӗкӗлесе тытнӑ — ҫавӑ ӑна тем пысӑкӑш кӑкшӑм пек туйӑнтарать. Егорушка та аптрасах ҫитнӗ. — Ҫапла, — терӗ Роберт. Вара вӑл, пӳрнипе Элен ҫине кӑтартса, ҫапла хушса хучӗ:— Ку санӑн арӑму вӗт? — терӗ. Юхтарма вӑхӑт. Вӗсенчен эпӗ виҫҫӗшне астӑватӑп: купӑста лартмалли пахчана тислӗкпе ҫемҫетесси ҫинчен нимӗҫле ҫырнӑ брошюра — хуплашкасӑр, ҫичӗ ҫула пынӑ вӑрҫӑ историйӗн пӗр томӗ — пӑру тирӗнчен тунӑ хуплашкаллӑ, кӗтессинчен ҫунса шӑтнӑскер, тата гидростатикӑн пӗтӗмӗшле курсӗ. — Мӗн тӑвасшӑн эсӗ? — хамра ирсӗр шиклӗх йӑшӑлтатма пуҫланине туйса, ыйтрӑм эпӗ. — Пӗлетӗн-и эсӗ, вӑл Джефф Тэчера каланӑ. Джефф Тэчер Джонни Бэкера каланӑ. Джонни Джим Холлиса каланӑ, Джимӗ Бен Роджерса каланӑ, Бенӗ пӗр негра каланӑ, негр мана каларӗ. «Эпӗ ӑна сан ятна патӑм…» Тульккӗ ку пӗтӗмпех нумай ҫултан тин пулӗ, кӑҫал вара акӑ… Хӑҫанне эпӗ тӗп-тӗрӗсех пӗлейместӗп ӗнтӗ, — карт калана тӑрӑх, питӗ час пулмалла… Ну-с, ҫуттине сыпатпӑр-и?! Ватӑ комендант ун ҫине виҫӗ хут хӗрес хыврӗ; унтан тӑратрӗ, чуптурӗ те, улшӑннӑ сассипе: — Ну, Маша, телейлӗ пул. Хӳшӗ стенисем ҫине шал енчен лаша тирӗсем карса хунӑ. Индианопольте чӗннӗ проводникӗ мӑнкӑмӑллӑ капитанпа тавлашса хӑтланнӑ хыҫҫӑн вӗсене пӑрахса кайнӑ. Маншӑн пит йывӑр, лайӑх мар, анчах эпӗ вӗсенчен уйӑрӑлса кайма хӑтлансанах приказчик:— Ӑҫта каятӑн? — тесе чарса лартать. — Эпӗ те ҫавӑн пекех шутлатӑп! — терӗ Николай, аякран тухса тӑрса. — Мӗн вулатӑн ара эсӗ? — Пӗр ӗҫ тупрӑм-ха. — Макар, темскер кӗтнӗ пек, Разметнов ҫинелле пӑхкаласа, кӗнекине алтупанӗпе витсе хучӗ. Пачах та кӗтмен ҫӗртен ҫурӑм хыҫӗнче вездеход тулхӑрса илчӗ, унтан, кустӑрмисемпе чӗриклетсе, ҫул ҫинче чарӑнса тӑчӗ. — Манӑн кӗнекесем ҫук ҫав. Пире илме вӗсем пӗчӗк кимӗ ячӗҫ, эпир вара пӑрахут ҫине лартӑмӑр, пӑрахучӗ Цинциннатирен килекенскер иккен, пирӗн пӗтӗмпе тӑватӑ-пилӗк миля ҫеҫ каймаллине пӗлсен, капитан тарӑхнипе кӑтӑрса кайрӗ, пире темӗн те пӗр каласа вӑрҫрӗ, антарса хӑвармастӑп тесе хӑратрӗ. — Службӑра пурӗ те виҫӗ кун ҫеҫ-ха, хӑвӑр вара хӳрепе выляма хӑтланасшӑн. Хӑйӗн пурнӑҫӗ пуян карап хуҫин ывӑлӗпе пӗр тан маррине ӑнланнӑ пулсан та, пӗчӗк Джека вӑл тӑван шӑллӗне юратнӑ пек юратнӑ. Ак вӑл ман енне ҫаврӑнса пӑхрӗ. Мӗнпе те пулин пулӑшма пултараймастӑп-и эпӗ сире? Хуҫи чӗрӗшӗн тата вӑл вилесрен хӑрамалли ҫукшӑн хӗпӗртесе, Фелим пит хуйхӑрнӑ ҫӗртен хавасланса савӑнма пуҫланӑ, ҫавӑ вӑл темле ытла кулӑшла ташланинче палӑрнӑ. — Вӑтӑртан пуҫласа эсӗ кашни ҫулах вуннӑ вырӑнне шутлатӑн-им? — йӑл кулчӗ Нестеренко. — Эсӗ ма каймастӑн? — ыйтрӗ вӑл, хӑйпе калаҫакан хӗрача ӑнсӑртран ҫулӑхнӑскер, халӗ те ҫав вырӑнтах тӑнине туйса. Ҫапла эпир, ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче темӗн чухлех ӳсекен ҫамрӑк курӑксем шыв ӑшне анса ларнипе пулса тӑнӑ тӑпрасем, юшкӑнсем тӑрӑх утса пыратпӑр. — Эсӗ ҫавна пухса усра, пуҫтарса пыр, кирлӗ пулать; ӳссе ҫитсен, халӑха сӑмахпа йӑпатмашкӑн манаха кай, е — миллионера… Анчах Техасӑн чикӗ хӗрринчи местечкӑра суд тӗпчес ӗҫӗн обстановки пӑртак урӑхларах, тӗнчери ытти кӗтессенче традиципе йӗркелесе хунӑ пек мар. Тепӗр кунне мана тӗрме хуралҫи вӑратрӗ те, комиссине чӗнеҫҫӗ, тесе пӗлтерчӗ. Ҫырӑвне ҫапла ҫыртӑмӑр: «Ман ҫинчен кайса ан пӗлтерӗр, эпӗ сирӗн тусӑр. Брет-Гарт кӗнекисем тата эпӗ вуланӑ вӗҫӗмсӗр нумай «бульварнӑй» романсем мана ҫав халӑха тата ытларах кӑмӑллама пулӑшатчӗҫ. — Апла, апла! — терӗ Лукашка. — Асту! Ҫул май тата кӑшт сӑнаса пӑхас тетӗп. Хӗрарӑм ҫав вӑхӑтра ун ҫумнех пырса тӑнӑ, куҫран пӑхнӑ, чӗтрекен алӑсене курса, кулкаланӑ. Ҫак кӗтӳрен сана тӑватӑ лаша паратӑп: тӑватӑ ҫулхи хура тихана, виҫӗ ҫулхи шурӑ кӗсрене, чӗрӗлсе пӗтнӗ хӑлхаллӑ тур кӗсрене тата хам бизонсем тытма сунара ҫӳренӗ ҫӳрен кӗсрене паратӑп. Кун пек асаплантарасси вӑл ун чухнехи тискер те хаяр ӗмӗрте, ҫынсем яланах вӑрҫӑра паттӑрлӑх кӑтартассишӗн ҫунса юн тӑкса пурӑннӑ вӑхӑтра, ҫапла майпа этемлӗх мӗнне пӗлмесӗрех чунпа пиҫӗхнӗ вӑхӑтра пулма пултарнӑ. — Кулӑшла мучи ку, — терӗ Мересьев, ун хыҫҫӑн салхуллӑн пӑхса юлса. Ҫулсем иртсе пынӑ, шурӑ ӳтлисем пӗтӗм ҫӗршыва ҫавӑрса илнӗ, бизонсене пӗтернӗ, индеецсенчен ҫӗрӗсене туртса илнӗ, вӗсене выҫса вилмелле нимӗнсӗр тӑратса хӑварнӑ. Давыдовӑн тӑватӑ тӗлтен витӗрех пуля тухса кайнӑ сарлака кӑкӑрӗнче пурнӑҫ час сӳнмерӗ, ах, епле хӗн пулчӗ ӑна… Одинцова кресло хыҫӗ ҫине таянса ларнӑ та, аллине алӑ ҫине хурса, Базаров калаҫнине итленӗ… Серёжӑна хулан кӑнтӑрпа хӗвелтухӑҫ енчи вокзалне пырса кӗрсен тин асӑрхарӗҫ. — Эпӗ сире унӑн турра ҫав тери мӑшкӑлласа кулакан сӑмахӗсене илтесрен ҫеҫ хӑтарасшӑнччӗ. — Капитана хӑйне те тупрӑр-и? Оля, мӗншӗн-ха консерваторинче вӗренместӗр эсир? Вӑл пӑртак ҫӗкленчӗ те, кукамӑш пурринчен вӑтанмасӑрах, аллисемпе ман пуҫа тытрӗ, вара ҫамкапа питҫӑмартинчен ҫине-ҫинех темиҫе хут чуптуса илчӗ. Атланти океанӗн ҫыранне вӑтӑр ултӑ сехет хушшинче ҫитме пулать. Топорек ҫӗлен пек авкаланчӗ; ӗҫлекен те, лаша та кирлӗ пулчӗ ун чух: халӑх тырӑ вырма тухрӗ. Ҫак таврашра пӗр ӳсен-тӑран тӗл пулкалать. Таркӑнсем пӗри те пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ. Чӑнах та, Ванюша хваттер хуҫи улпута курасшӑн пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Аппа — Марья Кириловна, мана, юман патне чупса кайса, ҫӗрре хӑвӑла яма хушрӗ. Алӑк патӗнче тӑракан часовоя пуҫӗнчен маузер аврипе ҫапса, ҫӗре михӗ пек персе ӳкереҫҫӗ; алӑкӗ, Лисицын хулпуҫҫипе йывӑррӑн пырса тӗртнипе, яр уҫӑлса каять те, мачча ҫинче ҫакӑнса тӑракан лампа кӑшт ҫеҫ ҫутатса тӑракан пӳлӗме ҫынсем вӑркӑнса кӗреҫҫӗ. — «Мана хӑтарма тетӗр-и?» — тесе ыйтатӑп. Казонде патшипе ун министрӗнчен урӑх ним те юлмарӗ. Ку ӗҫ 1942 ҫулхи ҫуркунне Кубаньре пулса иртрӗ. Мария Гавриловна ун ҫине ыттисенчен уйрӑмрах пӑхнӑ. Ун чухне Уйӑхпа космос ракетин хушши 5 — 6 пин км ҫеҫ пулнӑ. Ку вӑл Уйӑх урлӑшӗн 1,5 пайӗ шутланать. Кунсӑр пуҫне тата вӗренекен ачасене ҫак таранччен те вӗсен виҫӗ кун хушши типӗ тытса пурӑнма кирлине, унсӑрӑн теоремӑсемпе ӑнлантарса панисене ҫырнӑ эмел тивӗҫлӗ усӑ паманнине ӑнлантарса пама май килмест иккен. Карди «атте» — ватӑрах, ырӑ кӑмӑллӑ пек туйӑнакан священник — Артурпа тӳрех университет ҫинчен калаҫма пуҫларӗ. Ирӗккӗн те йӗркеллӗ калаҫнинчен вӑл студентсен пурнӑҫне тӗплӗн пӗлни курӑнать. Кам мана хирӗҫ — тухӑр! — Итлӗр-ха, юлташсем, эпӗ сире пӗркун хамӑр атте каланине каласа парам, — терӗ Костя ҫинҫе саспа. — Мӗн? Хамӑр урасен йӗрне эпӗ ахалех шыраса ҫӳретӗп. — Пулма пултарать, — ответлерӗ вӑл, ман ҫывӑха ларса, — анчах эпӗ тӗшмӗртетӗп пулин те, мӗншӗнне калама пултараймастӑп, эсир вара пултаратӑр, — терӗ вӑл. Унтан сехет ҫине пӑхса:— Кун ҫинчен эпир кайран калаҫӑпӑр! — терӗ. Тӗрӗссипе, ҫакӑ вӑл Заполярьере, вӑл ҫӗнӗ, пилӗк-ултӑ ҫул ӗлӗкрех ҫеҫ туса лартнӑ хула пулин те, хӑйӗнче те сисӗнет. — Чимӗр-ха, — терӗ ӑна Берсенев, — сире вӑл начар ҫитерме пуҫлӗ, ҫав хӗрарӑм пачах апат пӗҫерме пӗлмест. Ман ҫывӑхрах Ивин ушкӑнӗ французла калаҫать. Ҫак господинсем мана ытла та айвансем пек туйӑнаҫҫӗ. Вӗсен калаҫӑвӗнчен илтнӗ кашни сӑмах мана тӑрлавсӑрла пек ҫеҫ мар, тӗрӗс те мар, французла та мар пек туйӑнать (ce n`est pas Frangais, терӗм эпӗ хам ӑшра), Семенов, Илинька тата ыттисем хӑйсене епле тыткалани, калаҫни, хӑтланкалани ырӑ йӑхран тухнӑ ҫынсенни пек пулманнӑн, йӗркесӗррӗн, «comme il faut» мар пек туйӑнчӗ. — Пурне те. Эпӗ вӗт резинка чӑмлама юрататӑп. — Эсӗ хӑв мӗн тума пултарнине пурне те тунӑ, — тенӗ вӑл. Тата ӑҫта пулнӑ эсир ку таранччен? Ну вӑт, вӑл та унтаччӗ. Куртӑм эпӗ ӑна. — Нивушлӗ эсир пӗр хут та пулман? — ыйтрӗ Веткин. — Сӗрӗм, сӗрӗм кунта сирӗн, сӗрӗм! — терӗ вӗсене вырӑсла Гуев. Караван пуҫлӑхӗсем хӑйсем хушшинче калаҫакан чӗлхене — ку вӑл араб чӗлхипе Африкӑри темле чӗлхен хутӑшӗ — пӗлмесен те, вӑл вӗсем час-часах пӗр сӑмаха — ҫак таврари чура сутакан пысӑк пасар ятне — «Казонде» сӑмаха асӑннине асӑрхарӗ. Малти пысӑк картишӗнче шӑпах, ҫӑл куҫӗнчен пӗр евӗр канӑҫлӑн юхакан шыв шӑнкӑртатни кӑна илтӗнсе тӑрать, — ҫав сасӑ вилӗ умӗнче псалтырь вуланӑ пек туйӑнать. Старик чӗннине хирӗҫ пирвай ответ панӑ хресчен чӗтрекен сассипе ҫапла каласа пачӗ: — Ыттисене пурне те вӗлернӗ пулмалла. Шухӑшламалли пурах ҫав. Эпир пурнӑҫа тунӑ! Унтан вара Иван Никифоровича пӳлес тесе, мулкач пек мала чупса тухса, ун ҫинчен повет судне прошени пама шут тытрӗ. Кайран ҫынсем ӑна мӗн тарана ҫитернине пӗлсен, тен, ӳкӗнӗҫ те, ӑна хӗрхенӗҫ те. Анчах эпӗ Синопа мана вилӗмрен хӑтарса лагерь патне илсе ҫитерессине шантӑм. Патронсем тума хушӑп акӑ. — Ҫук, эсӗ, тархасшӑн, ӑнлантарса парсамччӗ пире, мӗнле ырлӑх куртӑн эсӗ унран? — Ҫӑва патне пулччӑр сирӗн фактсем! Тата тӗлӗкре нихҫан та кун пек хытӑ ывӑнман. Эпӗ ӑна ик-виҫ хут хулпуҫҫинчен тӗртрӗм те макӑрма тытӑнтӑм. Сире урӑхла юлташ кирлӗ, хӑвӑр пекех — ахалли, чун тӗлӗшӗнчен хӑвӑр пекех сывлӑхли… Хӗллехи сивӗ варкӑшса тӑрать. Ганко тӗлӗнсе пӑхрӗ Маркона. Вӑл суккӑр, ҫуралнӑранпах суккӑр иккен вӑл. — Ӑҫта-ха пирӗн вожатый? — тесе ыйтрӑм эпӗ Савельичран. «Принцип путланиччен колонисем пӗтчӗр!» — ҫакӑн пек пулнӑ, чура сутса услам илекен экономикӑлла тата политикӑлла вӑйсем хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр, Кивӗ тӗнчере янӑраса кайнӑ лозунг. — Ку вӑл «аван» тени пулать, грузинла. Лаши вара тӳрчӗ таранах лачкам тара ӳкнӗ, ӑшран хӑрӑлтатса хашкаса, сулкаланса тӑрать. Мазутпа йӑлтах вараланса пӗтнӗ машинист, маслёнкине хӑвӑрт ҫӗре лартса, ҫамрӑк красноармееца упа пек ыталаса илчӗ. — Тем хӑрамаллиех ҫук, — хӑвӑртрах лӑплантарасшӑн пулчӗ тияккӑн. — Казаксем!.. Юр пек шурӑ ҫитти витнӗ тумбочка, шурӑ табуретка урӑх нимӗн те ҫук. Колчо ӑсран каяс пек ӑна аллинчен ярса тытрӗ, хӑй патнелле туртрӗ, васкаварлӑн ҫакӑн пек мӑкӑртатрӗ: — Эс-и-ха, ача? Мӗн ятлӑ эс, ача? Чаран-ха кӑшт кӑна! Гленарван шала кӗчӗ. Хам час-часах Инсаров господин ҫинчен ҫапла шухӑшланине ӑнланаймастӑп. Иртнӗ хутӗнчи пек, халь те мексиканка хайхи юланутпа пӗрле пынӑ; юланучӗн аллинче каллех корзинка пулнӑ. Хӑш вӑхӑтра тухса кайнӑ вӑл, никам та асӑрхаман. Тавар хакӗсене йӳнетни ҫинчен сасартӑк ыйтас пулсан? Анчах ҫӗнтернисем мар, парӑннисем юрлаҫҫӗ-ҫке. Мересьев урайӗнче ним тума пултараймасӑр, ӑнран тухса кайнӑ пек пушмаксем ӑшне чикнӗ искусственнӑй урисене сарса пӑрахса выртрӗ. Йыттисем ҫывӑхра выртнӑ, ун ӗҫӗ ҫине пӑхса, хӳрисене кӑшт-кашт выляткаланӑ, хуҫи юратакан Лям ятлӑ йытӑ та ҫавӑнтах пулнӑ. А «Шотланди» ҫинчи каюта ҫаплах пӗтрӗ ӗнтӗ… Тӑхӑннӑ пул-тӑр-р! — Voilà, mon cher, les désagréments de la campagne, — терӗ хаваслӑн Аркадий Павлыч. Анчах, тӗрӗссипе каласан, пурин ҫинчен те пӗлме тӑрӑшакан хӑшпӗр гуигнгнмсенчен ман хуҫа хӑй илтнӗ тӑрӑх, ехусен нумай кӗтӗвӗсенче хӑйне майлӑ хуҫаланма юратакан чӗрчунсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем вара хӑйсене ҫав териех йӗркесӗр тыткалаҫҫӗ, кӗтӳри пур ехусене кураймасӑр пурӑнакан усал чӗрчунсем шутланаҫҫӗ. Хӑшӗсем вӗренме кайрӗҫ… Мӗнле хӳтлӗх тупас ҫак пӗр йывӑҫсӑр, пӗр тӗмескесӗр, пушӑ, ҫара пысӑк айлӑмра? Ещӗк ил ҫурӑму ҫине… — Итлетӗп, пан полковник. Кӗрмешӳ пуҫланчӗ. «Суятӑн, су-я-тӑн! — антӑхса кайсах ҫухӑрать Бирюк. — Акӑ барьер. Амӑшӗ пӗчӗк старикӗн ӑнланмалла мар ыйтӑвӗсене итлерӗ, — вӑл айӑпланакансенчен вӗсем ҫине пӑхмасӑрах ыйтрӗ, унӑн пуҫӗ мундир ҫухи ҫинче ним хускалмасӑр тӑчӗ, — ҫав хушӑрах амӑшӗ Павел лӑпкӑн, кӗскен тавӑрса каланине итлерӗ. Ан хӑра: никам та ҫук. Ҫав вӑхӑтра будка патӗнче урӑх калаҫу пулса иртрӗ. Кӗтӳҫӗ хӑнисене ӑсатма тухрӗ. Салтакӑн сасси кӑшт чӗтресе илчӗ те Джемма пуҫне ҫӗклесе пӑхсан, вӑл куҫне таса мар ҫаннипе шӑлса тӑнине курчӗ. Унӑн ӗлӗкхи ҫилли те сӗврӗлмест, хальхи ҫинчен вара калаҫмалли те ҫук. Эсӗ, атте, асту, кунта юлатӑн — ӑс-пуҫна ҫухатса ан пӗтер! — Палланӑскер пулнӑ пулсан, ҫырӑву ҫине ун ятне ҫырнах пулӑттӑн эс. — Апла пулсан, эсир, доктор, хӳме урлӑ каҫӑр, — терӗ Сильвер. — Эсир каҫнӑ хыҫҫӑн эпӗ Джима аялалла ҫавӑтса анӑп. Вӑл хӳмен пӗр енче пулӗ, эсир тепӗр енче, анчах ку сире пӗр-пӗринпе чунран калаҫма чӑрмантармӗ. — Ҫапах та, юр ҫук пулсан вырӑс ҫынни ниме тӑман япала вӑл, — терӗ Воропаев кулса. — Ия! — Кӳр-ха, шӑллӑма кӗрсе курам, терӗм. — Ҫынна ҫавӑнпа кӑна ҫыхма пулать! — Кичем те-и? Анчах ҫак выльӑх хӑйне ҫапла ачашланине юратмарӗ, вӑл куҫхаршисене шӑрт пек тӑратса пуҫне сулласа илчӗ, ман алла сирсе ярас тесе сылтӑм урине ерипен чӗтретсе илчӗ. Ара Иван Иваныч кирек мӗн туни, калаҫни пурте манӑн кӑмӑла каятчӗҫ вӗт. Эпир ыран сире Комитетӑн пӗтӗм членӗсем алӑ пуснӑ официальнӑй хут паратпӑр. Сывпуллашнӑ чухне тӑвансем ыталашрӗҫ. Тоня хӑлхине малалла ӳсӗр хорунжий ҫинчен каланисем кӗмерӗҫ, унӑн пуҫӗнче пӗр шухӑш ҫеҫ: «Виктор Лещинский петлюровец ҫине кам тапӑннине пӗлет. Тавтапуҫ, чунӑм, спасибо, тӑванӑм! Ҫил унӑн пальто аркисене варкӑштарчӗ, вӑл вара кӑшт пӗшкӗнсе, пальтине аллипе тытса тӑратчӗ. «Monstre de perfection — ку питӗ лайӑх, астуса юлас пулать», — шухӑшларӑм эпӗ. — Мӗн калаҫатӑр эсир! — кӑшкӑрса ячӗ Дубровский, вӑйлӑн хумханса, — ҫук, эсир унӑн арӑмӗ мар, сире ирӗксӗр качча панӑ, эсир нихӑҫан та килӗшме пултарас ҫук… Пӗрремӗшӗ — салхулӑхчӗ. Мюльредине питӗ аван мар пек туйӑнать. Хаҫатсемпе журналсенче ӗнтӗ ячӗ ҫумне паллӑ ячӗсем хушса ҫырнине вуларӗ: пирӗн хисеплӗ Андрей Петрович, пирӗн тава тивӗҫлӗ Андрей Петрович. — Мӗн? Дегтяренко ӑна итлемен. Ванюш хирӗҫ чӗнмерӗ, куҫӗсене хӗссе, улпучӗ хыҫӗнчен ӗненмесле пӑхса илчӗ те пуҫне сулларӗ. — Ах, mon cher, хаклӑ тусӑм, эсир кунта пулнине пӗлнӗ хыҫҫӑн эпӗ мӗн тери хӗпӗртерӗм-ши! — пуҫларӗ вӑл мускавла-французла чӗлхепе, малалла та ҫаплах французла сӑмахсем перкелешсе калаҫрӗ. Ӑна лайӑх, маншӑн тен лайӑх мар та пулӗ? Хӗвел тенӗрен, обер-ефрейтор ҫӑмарта пӗрнине пӑрахрӗ те хӗвеланӑҫ еннелле пӑхса илчӗ. Питех пӗлетӗн пулӗ эсӗ, мӗнле врач!.. Ҫур сехетрен амӑшӗ, хӑй йӑтнӑ япаласен йывӑрӑшӗ пуснипе пӗшкӗнсе, лӑпкӑ та ҫирӗп кӑмӑлпа фабрика хапхи умне пырса тӑчӗ. Негоро тин кӑна Гаррис сӑмахӗсене тепӗр хут каларӗ: Уэлдон миссиспа Джек вилнӗ ӗнтӗ! — О! — тесе ячӗ майор. Эпӗ нихӑҫан та сире юратни ҫинчен сӑмахпа та, куҫпа та каламан. — Эсир маншӑн юланутпа пит лайӑх ҫӳрекен ҫын ҫеҫ пулнӑ, унтан ытла мар. Йывӑр ӑна, анчах та хӑй ҫавна палӑртасшӑн мар… Тӳпе пӗр пӗлӗтсӗр пулсан та, ҫанталӑк шӑп тӑнӑ ҫӗртех сасартӑк питӗ вӑйлӑ ҫил тухрӗ, ури айӗнче ҫӗр чӗтресе илнӗн туйӑнчӗ, ҫӑлтӑрсен ҫинҫе ҫути чӗтресе, йӑрӑм-йӑрӑмланса анчӗ, сывлӑш асар-писер ҫаврӑнса кайрӗ. Сочинение вуласа тухрӑр-и эсир? Ман ӑш пачах вӑркамасть; ман пуҫӑм мӗнрен уйрӑлни ҫинчен мар, хама мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшлать. — Шухӑшлатӑр-и? — Мӗнле, килте пулатӑн-и эсӗ паян каҫпа? — Эрнекун ирхине ултӑ сехетре Курбатов пристанӗ патне пырӑр та, Красновидовӑран килнӗ досчаник ҫинчен ыйтӑр, — унӑн хуҫи Василий Панков. Сасартӑк вӑрманта такам кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ. Хӑшпӗр чухне эпӗ ун ҫинчен: вӑл мана ҫӗнтерес тӗллевпе ачасем пирки юриех ҫапла пӑшӑрханнӑ пек тӑвать пуль, тесе те шухӑшлаттӑм. — Эсӗ ӗненмӗн, анчах эпӗ сана ҫапла калатӑп: эпир иксӗмӗр акӑ хӗрарӑмсен обществине лекрӗмӗр те питӗ кӑмӑла кайрӗ пире, анчах ун пек обществӑна пӑрахасси шӑрӑх кун сивӗ шыва кӗнипе пӗрех. «Ҫӗлен! ах, ҫӗлен вӑл! — шутларӗ ҫак вӑхӑтра Санин, — анчах мӗнле илемлӗ ҫӗлен!» — Мӗнле тӑвӑпӑр, Кармӑш витӗр кайӑпӑр-и, тӳрех-и? — тесе ыйтнӑ Ваҫили Андрейч. Атте саламатне аяккалла ывӑтса ячӗ те, хӑвӑрт кӑна крыльца ҫине чупса хӑпарса, пӳрте кӗрсе кайрӗ… — Эпӗ искусствӑна юрататӑп… Таркӑн ял чи тертлӗ кунсене тӳссе ирттернӗ. Пӗтӗм фронтсем тӑрӑх, пӗтӗм ҫӗршыв талкӑшӗпе ҫынсем вилеҫҫӗ, эсир вӑл вӑхӑтра кунта карусель ҫавӑрса тӑратӑр. Пурте вӑтаннӑ пек шӑп пулчӗҫ, Людмила амӑшӗ каларӗ: — Мӗн ухмахланатӑн! Вара эпир кунтинчен кая мар пурӑна пуҫлӑпӑр. Атте тӳлев ҫинчен сас-чӳ кӑларсанах, вӑл хаяррӑн кӑшкӑрма тытӑнатчӗ, унтан мӗкӗрме пуҫлать те, атте вара, хӑраса ӳкнӗскер, пӳлӗмрен ыткӑнса тухатчӗ. Сиртен ыйтатӑп-ҫке эпӗ, ҫавсемпе мӗн тӑвӑпӑр-ши? — Анчах тата кирлӗ-ха. Темскер укҫа пирки пулчӗ вӑл. Укҫана эпӗ нихҫан та шеллемен, уйрӑмах — арӑмшӑн шеллеме пултарайман. Вӑл азбука кӗнекине вулать-мӗн. — Эпӗ лаццарони пулсан, эсӗ пусса пӑрахайман буржуй, — терӗ вӑл ӑна, унтан Тоня ҫине пӑхрӗ те: — Кӗреҫе тытӑр та ӗрете тӑрӑр, Туманова юлташ. Ку юрӑ пӗр-пӗччен ӳсекен хурлӑхлӑ пилеш йывӑҫҫи хӑйӗнчен инҫех мар ӳсекен пӗччен юман патне куҫса ларма ӗмӗтленни ҫинчен каланӑ. «Комиссарӑн?» — терӗҫ голова хыҫҫӑнах теҫетниксем. Ҫав черкессем вӑрлама юратакан халӑх-ҫке: мӗн урлӑ выртать, ҫавна илмесӗр чӑтаймаҫҫӗ вӗсем, тепӗр япала кирлех те мар, тейӗпӗр, вӗсем ҫапах та ҫавна вӑрласа каяҫҫех… Ҫынсен ушкӑнӗсем хушшинче утлӑ ҫар пырать пек. Ав, ҫавсем килеҫҫӗ пулас, — малалла казаксем ҫинелле кӑтартса, — Ергушов та ӗлкӗрнӗ вӗсемпе! Кунта пуҫ та ҫаврӑнса каять, алӑ усӑнать, куҫ мӗн курнине асра тытса юлма та ҫук, пӗр шухӑш тепӗрне хӑваласа ҫитеймест. Астӑватӑн-и, Гек? Эпӗ ӗнер кӑшт-кашт цифрӑсем пухкаларӑм, — Павел кӗсъинчен вак-тӗвексем ҫырса пымалли кӗнекине кӑларчӗ, — вӗсене табельщиксем пачӗҫ. Ситников коляска ҫине улӑхса ларчӗ те, иртсе пыракан икӗ мужике: «Тӑхӑнӑр ҫӗлӗкӗрсене, ухмахсем!» тесе кӑшкӑрса, хуланалла лӗпӗстеттерчӗ. — Э, эпӗ сире кансӗрлетӗп-ҫке, — ответлерӗ пани тап-таса вырас чӗлхипе, хӑй ҫав вӑхӑтрах диван ҫинчен ҫӑмӑллӑн сиксе тӑчӗ, Корчагинпа ҫуммӑнах тенӗ пек пырса тӑчӗ. «Подзорная труба» тавернӑра Хура Йытӑна тӗл пулни, эпӗ ӗлӗк шанманнине ҫӗнӗрен хускатса ячӗ, вара эпӗ повара тимлӗн сӑнама пуҫларӑм. — Шуйттан чухлех, — кӑмӑлсӑр ответлерӗ Дубцов. Тухтӑр ун патӗнче кунне виҫӗ хут пулать, темиҫе консультаци те пулчӗ ӗнтӗ. — Ҫук, нихӑҫан та… Чӳрече леш енче вӗҫсе каякан киммӗн тӑсӑлчӑк шӑхӑрӑвӗ илтӗнсе кайрӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӗсем чӑн та унӑн шухӑшӗсене сисрӗҫ. Эпӗ вӑл ку хутӗнче те хӑтӑласси ҫинчен шухӑшламанччӗ. «Ҫав Корытовпа нуша курма тивет-ха», шухӑшларӗ вӑл; темле, аван мар пулса кайрӗ ӑна, вӑл хӑйне тӑлӑх ҫын пек туйма пуҫларӗ. Устенька стена ҫумӗнчи мамӑк ҫытар-минтерсене тӳрлеткелесе тӑчӗ. Тахҫантанпах ӗнтӗ Воропаев ҫынсемпе ҫавӑн пек ҫывӑх пулман, тахҫантанпа хӑйне паянхи пек лайӑх туйман. — Тӑхта! — кӑшкӑрса пӑрахрӗ Николай Артемьевич. Астӑватӑн-и, Никита, эсӗ шыва путсан, сана вӑл кӑна хӗрхеннӗччӗ. Анчах, мӗн-ха ку? Анчах пирӗн калаҫу ҫинчен эсӗ никама пӗр сӑмах ан кала. Тин ҫеҫ туслашса хӑнӑхса ҫитетӗн, юлташа е ӗҫе кӗртеҫҫӗ, е вӑл вилсе каять. Ҫул май Мак-Набс. Роберт, Вильсон тата Мюльреди отрядран ытлашши пӑрӑнса кӗмесӗр сунара кайса килеҫҫӗ, вӗсенчен кашниех мӗн те пулин тытса пӗҫермешкӗн килсе параҫҫӗ. Тома пӗтӗмпех вӑл хушнӑ пек тӑватӑп терӗм те кимӗ ҫине ларса кайрӑм, Джима, тухтӑр курӑнсанах, вӑрмана пытанма хушрӑм, тухтӑр каялла каймасӑр унтан ан тух терӗм. Калаҫасса хӗрарӑм тикӗссӗн, ерипен калаҫрӗ, хусканӑвӗсем тикӗс пулчӗҫ, сӑн-пичӗ ун шуранкарах, хура куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ патӗнче пӗр-пӗринпе кӑшт ҫеҫ пӗрлешмеҫҫӗ. «Лайӑх крахмалланӑ, шӑтӑртатакан, анчах юнланма ӗлкӗрнӗ халат тӑхӑннӑ Шура пӗр-пӗр полкра е батальонра, е тата пӗр-пӗр переправа патӗнче (унта вӑл медицина пулӑшӑвӗн группине тем пулсан та фельдшерсене пулӑшма кайнах ӗнтӗ), бомбӑсем ҫурӑлакан шавра кама та пулин «касать», ҫӗлет пулӗ». Пусма ҫинчен илтӗнекен пӑшал сассисенчен тӗлӗнсе кайнӑ, кӗтмен ҫӗртен килнӗ пулӑшу епле майпа пулнине пӗлмен е пӗлесшӗн те пулман Говэн, хутӗленекенсем хушшинче пуҫланнӑ тӗркӗшӳпе усӑ курчӗ. Вӑл, ун хыҫҫӑн хӑйӗн ҫыннисем те, баррикада урлӑ сиксе каҫрӗҫ те тӑшмансем кайса пӗтнӗ-пӗтменех иккӗмӗш хута тапӑнса кӗчӗҫ. Эх, эсир… Радуба хӗҫпӑшалсӑрлатрӗҫ. Часах графинти шӗвек виҫҫӗмӗш пайӗ таран катӑлнӑ. Ну, вӗҫерт мана! Вӑл вӗри те ҫӑра чей ӗҫрӗ, ҫӑвар ӑшчиккине ҫунтарса коньяк ҫӑтрӗ, анчах ӳсӗрӗлнине туймарӗ, пӑшӑрханни ҫеҫ ӳссе пычӗ, унӑн ӑҫта та пулин каяс килчӗ. Ҫапларах… Ҫип те тытас ҫук. Тутлӑн кулкаласа, аллисене пӗр-пӗрин ҫумне сӑтӑркаласа, вӑл Фома патне пырса ларнӑ, унтан, ӑна тӗксе илсе:— Мӗн ҫинчен ытларах кӑлтӑртатрӑр? — тесе ыйтнӑ. — Савнӑ ачам эсӗ, тӑванӑм! — терӗ старик, пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтренсе. Ну, мӗн ҫыратӑн та ҫыратӑн! Мӗн усси! Мӗнле пулчӗ вӑл ӗҫ? Адриана ун пӳлӗмӗсенче ҫынсем ҫӳренӗ пек илтӗннӗ. Мӗнпур ҫӗмрӗкӗсене тӳрлетсе пӗтерсен, яхта каллех тинӗсе тухса хӗвелтухӑҫ ҫыранӗсен тӑрӑхӗпе татах «Британине» шырама пуҫлать. Мана ҫӑмарта пусма лартасшӑн-и? — Джим мӗнле? Унӑн ҫинҫе, хурлӑхлӑ сасси Михайлӑн сӑмахӗсемпе хутшӑнса кайса, амӑшне вӑл мӗн калаҫнине ӑнланма кансӗрлерӗ. Ан тив, ку пирӗн юлашки апат пултӑр, анчах ҫапах та эпир вӑйран кайса ӳкес вырӑнне каллех вӑйлӑ та паттӑр ҫынсем пулса тӑрӑпӑр, — терӗ. Патша таврашӗнчи сумлӑ ҫын тесе шутланса тӑнипе (ку те чӑнах та ҫапла пулнӑ, те туйӑннӑ ҫеҫ) килӗшӳ пирки калаҫнӑ чухне посолсене пайтах усӑ турӑм. Тепӗр икӗ ҫекундран ачапа матрос, туратсен виҫӗ хутӗнчен те анса, хӑйсен юлташӗсем патне ҫитсе тӑчӗҫ. Гленарван, Паганель, Аустин, майор тата Мюльреди кашниех хӑйне майлӑ вырнаҫса ларма ӗлкӗрчӗҫ, — пӗри турат ҫине утланчӗ, тепри урисене аялалла усса питӗ кӑмӑллӑн ларать. Мӑн ҫулсем ҫинче тупӑсем хытӑрах кӗрӗслетме пуҫларӗҫ. Вӑл галстукӗ ҫине те, сӑмса тутӑрӗ ҫине те, ҫаннисен ӑшне те духи ярса ҫур кӗленче пушатрӗ. Вӑл мана «Эпӗ пӗррехинче ҫурма ҫулне ҫитсе те куртӑм» тесе суять. Мирон куҫхаршисене ҫӗкленӗ, пит-куҫне пӗркелентернӗ, унтан, куҫлӑхне тӳрлетсе, типпӗн, пӗр майлӑн, сӑмахӗсене пӑт татса калама тытӑннӑ: — Ку — хилософи, ку — сӑвӑсем! Ку вӑл — чӗлхене вылятни, суя ӑслӑлӑх, тусӑмҫӑм. — Эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, — терӗ Коля, хӑранипе куҫ-пуҫне чаркаласа. Павлинка сулӑ хӗррине кайнӑ, вӑл унта апельсин хупписене шыва ывӑтса тӑнӑ. Вӑл ӑна саркаларӗ те вулама пуҫларӗ: «Обществӑна хӑтарас тӗлӗшпе ӗҫлекен комитет. Эпӗ суйса каларӑм, анчах эсӗ савӑнса кайрӑн, ҫав суяна ярса тытрӑн. Яков ахаль кӑна ӳснӗ, вӑл пысӑкланнӑ ҫеҫ, хӑй малтанхи пекех кӳпшек, ӗлӗкхи пекех ҫутӑ куҫлӑ пулнӑ. Эппин, каласа парӑр-ха мана мӗнле те пулин пӗр-пӗр ҫӗнӗ хыпар? — Эсир яланах тӗрӗс калатӑр, мадонна. — Вӑл, паллах, ҫапла пулмалла япала, — терӗ Василий Иванович: — анчах пӳрте кӗрер. — Витаминыч!.. Анчах пӑлхантаракан, ӳсӗртсе яракан кӑсӑклӑх чунсене пурпӗр ун патнеллех туртӑнтарнӑ та ӳт-пӗве пурпӗр ун ирӗкнех панӑ. Акӑ — хреснатте, — вӑл ӑслӑ ҫын! Халь ӗнтӗ вӗсене, пехотӑсӑр, траншея ҫине килнинчен ним усси те ҫук темелле, анчах та хӑйсен ӗҫӗ ӑнманнине кура ухмаха ереслех урса кайнӑ танкистсем килеҫҫӗ те килеҫҫӗ. — Вунтӑваттӑра, — тесе кӑшкӑрчӗ Джонни мӗнпур вӑйне пухса. Ӗнтӗ тухса кайма пурте хатӗр пулса ҫитнӗ. Малтанласа Австрали ҫинчен калаҫӑпӑр, мӗншӗн тесен, урӑх ниҫта та мар, эпир ҫак самантра тӗнчен ҫав пайӗнче тӑратпӑр. Пурте пӑтрашса кайнипе усӑ курса, хӗҫпӑшалланнӑ ҫирӗм контрабандист тӗрме хапхи патне ыткӑнаҫҫӗ те, башньӑна кӗрсе, тӗрме хуралне ҫавӑрса илеҫҫӗ, унтан Пӑван камери алӑкне уҫса яраҫҫӗ те ӑна илсе тухаҫҫӗ, тарма кансӗрлекенсене пурне те персе вӗлереҫҫӗ. Анчах, сержант телейне пула, пистолетсене хӑрах аллинче тытса тӑракан Хӗллехи Юрӑҫӑ пеме пултараймарӗ, ҫавӑнпа та унӑн хӗҫне ӗҫе ямалла пулчӗ. Ак ҫапла пурӑнаттӑмӑр та ӗнтӗ эпир; пӗрле пурӑнса чуна ыраттарнине сахалрах туяттӑмӑр. Ҫапла ӗнтӗ, джентльменсем, эпӗ сире хам мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа патӑм. — Ҫук, Петербургра; вӑл кунта ҫак кунсенче килнӗ, ют патшалӑха кайма хатӗрленет. Эпир пырсан, вӑл питӗ хӗпӗртет. Шурӑ куртка сылтӑмалла, ҫӳлелле кайрӗ. Ҫак пӗчӗк кӗлеткеллӗ ҫынна калама ҫук пысӑк та лапсака ҫӗлӗк айӗнче курсан, эпӗ хыттӑн кулса ятӑм: унӑн пит-куҫӗ пачах та хастарлӑ мар, анчах халь вӑл яланхинчен те вӑрӑмрах. Вӑл хӑйӗн лавӗ патне кайрӗ те ҫӑм миххи ҫине хӑпарса выртрӗ. Инҫетре Лизиазирӑн пӑрлӑ тӑррисем ҫӗкленеҫҫӗ. Мана сутӑнчӑк ҫыравҫӑсем тӗнчене улталаса пурӑнни питех те тӗлӗнтерчӗ. Мисс Лу валли пӑч-пӑч чӑпар лаша панӑскер. Ку вӑл эпӗ вунултӑ ҫулсенче чухне пуҫланчӗ. Эпӗ мӗн калассине Пугачев ҫилӗллӗн кӗтсе ларать. Ҫав карчӑк тухнӑ ӳплере, пӗр пӳлӗмре, похода илсе ҫӳремелли кровать ҫинче аманнӑ Дубровский выртнӑ. — Памва Берында кам вӑл? — тесе ыйтрӑм эпӗ, анчах Митропольский кӗскен ответлерӗ: — Сан ӗҫ ҫук. Сирӗн ҫӗршывӑн ҫыннисем пирӗн утрава ултавлӑн ярса илчӗҫ. — Кайран пӗтӗмпе пӗлӗн, пичче, халлӗхе ҫакна ҫеҫ калам; эп пӑлхар ҫынни, чӑн-чӑн пӑлхар ҫынни. Вӑл, ахӑртнех, иккӗленчӗ, укҫана хӗссе тытнӑ ман чышкӑ ҫине темле шанса пӗтерейменле пӑхрӗ. Вӑл вара корпус командирӗн пичӗ ҫине мӑч тумасӑр, тӑтӑшшӑн пӑхса: «Хастар генералӑн куҫӗсем ҫамрӑк подпоручикӑн имшертерех яштака кӗлетки ҫинче тулӑх кӑмӑлпалан чарӑнса тӑчӗҫ», — шухӑшларӗ ӑшӗнче, хӑйӗн ачалла айвантарах йӑлипе. — Сиртен мӗн илтнине пӗтӗмпех ҫырса пырӑпӑр, — савӑнтарчӗ хӑнана Петер Альтман. Вӑл шурса кайрӗ. Уншӑн кулянакан та ҫук, — терӗ вӑл шӑппӑн, ним пулман пек курӑнма тӑрӑшса тата Макар ҫине пӑхмасӑр. — Ку вӑл пӗтӗмпех опиум, пуҫ мимине сӗрӗмлетни пулать, тесе миҫе каламанччӗ пуль ҫав ухмахсене! Ураран ӳкерсе, вӗсене кашта патне михӗ сӗтӗрнӗ пек сӗтӗрсе кайрӗҫ. Эх, мӗнле тунсахлаттарса ҫитерчӗ мана! Графа пурте сума сӑваҫҫӗ. Спектакль пӗтнӗ чух графпа арӑмӗ, вӗсен тарҫи-тӗрҫи пӗрле пуҫтарӑнса «Савӑл та хӗпӗрте, Зигфрида хуламӑр!» юрра юрласа ячӗҫ. Ну, тавтапуҫ табакшӑн. Эсӗ те лар. Оля ҫапла пӗлтернӗ: «Окопсем» хыҫҫӑн пирӗн рабочи батальонти чи лайӑх боецсене регулярнӑй сапёрнӑй чаҫе илчӗҫ. Эпир юханшывӑн пысӑк кукрине ҫитнӗ тӗле пӗлӗт туртса лартрӗ те, ҫанталӑк пӑчӑланчӗ. Ан тапранӑр! Епле тӑнӑ, ҫавӑнтах пурте хытса тӑчӗҫ. Гусев Инженерсен Канашӗн Ҫурчӗпе тӗкӗрлӗ телефонпа ҫыхӑнчӗ те Тускуба ярса тытса пӑлхавҫӑсен аллине пама хушрӗ. — Аха! Писательсем пекех, уйрӑммӑнах тӗрлӗ проектсем ҫыракан авторсем пекех, вӑл ман сӗнӳсене хапӑл тусах йышӑнчӗ, эпӗ мӗн каланисене савӑнсах итлеме пулчӗ. — Качака ҫавӑтнӑ ачана. — Кам лаши? — пӳлсе ыйтрӗ эсаул. Сывалса ҫитекен мӗнпур ҫынсем пекех, Пӑван калама ҫук ҫилӗллӗ пулнӑ, ҫавна пула вӑл хӑйне пӑхакан ҫынсене ытла та кӳрентернӗ. Аха, халь ӗнтӗ — айӑплӑ, полковник господин, Сирӗн ӗҫӗрте полковник господин нимӗн енӗпе те айӑплӑ мар. Спрут йӑраланать. Пулат ҫинче Давидов хӑрӑлтатса выртатчӗ, хыпаланса та уҫҫӑнах калатчӗ: — Пар-ха кунта, па-ар… — тетчӗ. Зебпа унӑн кӗсри пытанса ҫитсенех, пӗлмелле мар юланут вӗсем ҫумӗпе чупса иртсе кайнӑ. Государыня ӑна ҫӗклесе тӑратнӑ, чуптунӑ та унпала калаҫма тытӑннӑ. Чикӗсӗр тилӗрсе кайнипе Негоро хӑйне хӑй хӳтӗлеймен ҫынна пӑвса пӑрахма та хатӗр пулчӗ. — Шӑпах ял вӗҫӗнче. «Французла калаҫма пӗлетӗр-и эсир?» — тени пулать. Лассопа ҫӳрекен мексиканка мустангерӑн илмелли хӗрӗ пулнӑ пулӗ, тен тата, еркӗнӗ те пулнӑ пулӗ вӑл. (Василий Иванович хӑй молебен тутарасшӑн пулнине калама хӑяймарӗ… — Корчагинӑн куҫӗсем телейлӗн кулса, хӗмленсе кайрӗҫ. Илтетӗр-и? Унтан Клисурӑ хурахӗсем харӑс-харӑс кӑшкӑрса хӑватлӑ «крепоҫелле» ыткӑнчӗҫ. Пурте йӗркеллех. Нумай макӑрчӗ мӗскӗн хӗр хӑйне мӗн кӗтни ҫинчен шухӑшласа. Нумаях та пурӑнман пӗрле, анчах, ӑнланатӑн-и, мӗн виличченлӗхех пӗр-пӗрне асра тытса юлтӑмӑр. Кун пек те пулкалатчӗ: пурне те хӑй сӗтелли патне чӗнсе илетчӗ те, пурин валли те стакан пама хушатчӗ. Чӗнсе илнӗ ҫынсем хӑранипе чӗтретчӗҫ, вӑл вӗсене хӑйӗн тинӗсре пулнӑ ӗҫӗсем ҫинчен калакан калавне итлеме е хӑйпе пӗрле ушкӑнпа юрлама хушатчӗ. — Эпӗ ун пек каламан пулсан та, ҫапах хам ӑшӑмра шухӑшланӑ ӗнтӗ. — Ҫук! — Эп пулмасӑр, — терӗ вӑл ахӑлтатсах, — анчах тархасшӑн эсир мана Кирен тесе ан чӗнӗр. Арбузпа дыня ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӑварта тимӗр шӑрши аван маррӑн сисӗнет. Пӗрре эпӗ король сӗтелӗ ҫинче апат ҫинӗ чухне пӗр пысӑк кита куртӑм; ӑна сайра-хутра тӗл пулакан апат вырӑнне параҫҫӗ, анчах ӑна король юратсах каймарӗ. Пӗр козакшӑн кӑна мар ӗсӗклесе макӑрать ватӑ амӑшӗ хӑйӗн шӑмӑланса кӑна юлнӑ аллисемпе типнӗ кӑкӑрӗнчен тытса; пӗр тӑлӑх арӑм кӑна мар юлӗ Глуховора, Кемировора, Черниговра тата ытти хуласенче те. Вӑл хура-хӑмӑр тӗслӗ лаша пулнӑ, ягуар тирӗ ҫинчи пек, пӑч-пӑч вӗтӗ шурӑ тумхаллӑскер пулнӑ. — Ун пеккисем те пур ӗнтӗ, пур! — Эпӗ каятӑп! — тесе пӗлтерчӗ Саша, вара пурне те пӗр сӑмахсӑр алӑ парса ҫаврӑнса, темле уйрӑмах ҫирӗппӗн утса, кӗлеткине тӳррӗн тытса тухса кайрӗ. — Кукамай, ку Саня Григорьев-ҫке. Лантенак пурнӑҫӗ — ним айӑпсӑр темиҫе пин арҫынсемпе хӗрарӑмсен тата ача-пӑчасен вилӗмӗ, тӑван тӑвана вӗлерекен вӑрҫӑ тепӗр хут пуҫланни, акӑлчансем пирӗн ҫӗр ҫине килсе кӗни, революци каялла чакни, хуласене ишсе аркатни, Бретание юн ӑшне путарни, халӑх асапланни, ӑна хӑлата ҫурса тӑкма пани пулать. Лашине хыттӑн туртса ҫавӑрнӑ та сиккипе каялла яра панӑ. Уншӑн мӗнпур чӗререн савӑнса пилӗк минута яхӑн алӑ ҫупнӑ. — Ун валли те тупӑнӗ. Эпӗ пур, сире иксӗре пӗрле курсан, шухӑшлаттӑмччӗ: килӗштерет иккен хӗр йӗкӗте! теттӗмччӗ. Ӗмӗр тӑршшӗпе ҫӑкӑр татки ҫинчен, хырӑма мӗнпе тултарасси ҫинчен шутлатӑн, пурнӑҫ вара пӳрне хушшипе юхакан шыв пек иртет, вӑл хӑй вӗҫне пырса ҫитнине те асӑрхаса илейместӗн… Эпӗ ҫав Ӑман ҫырминче пулса курнӑранпа вӑхӑт нумай иртрӗ-и-ха? Вӑл каланисене ытти ҫулҫӳревҫӗсем те — Грант, Спик, Бертон, Камерон, Стэнли ҫулҫӳревҫӗсем — ҫирӗплетеҫҫӗ. Вунӑ матрос кубрика анчӗҫ, унтан хутланса ларнӑ Паганеле йӑтса тухрӗҫ. Ку тӗрӗс. — Ҫурӑмӗпе пӗтӗм стенана сӑтӑрса пӗтерчӗ авӑ! — Демка майлах ҫаптарчӗ шатра питлӗ Агафон Дубцов. — Эсӗ мӗн халӗ те ларатӑн? — ыйтрӗ Корытов, хӑй кабинетӗнчен пӑха-пӑха. Ҫак вӑхӑтра ку таранччен пӗр хускалмасӑр выртнӑ шуйттан, хытӑ хӗпӗртенипе ӗнтӗ, михӗрех сиккелесе илчӗ, анчах тимӗрҫӗ, кӑна эп хамах, мӗнле те пулин асӑрхамасӑр, алӑпа ҫаклатса силлерӗм пуль тесе, миххе мӑн чышкипе ҫапрӗ те, силленсе илсе, мӑн хырӑм Пацюк патне утрӗ. Пачах та савӑнӑҫсӑр шухӑшсемпе иртсе пычӗҫ Алексей Мересьевӑн госпитальти пӗр евӗрлӗ кунӗсем. Рыбин кулса илчӗ; унӑн шӑлӗсем шурӑ та ҫирӗп. — Мана пур ҫӗрте те шыраҫҫӗ. — Ну, пирӗн ӗҫсем мӗнле пыраҫҫӗ? — ыйтрӗ Симурден Говэнран. — Эпӗ сирӗн патра ыран килӗп. Спасибо сана, Кассий. — Ия. Ваҫили Андрейч кӑшт ҫӗкленнӗ те йӗри-тавра пӑхнӑ: вӗҫекен шурӑ юр витӗр Мухортыйӑн хуранӑн курӑнакан пуҫӗ тата унӑн вӗҫсе тӑракан ҫуна ҫиттипе витнӗ ҫурӑмӗпе тӗвӗлесе янӑ ҫӑра хӳри кӑна паллӑ пулнӑ; йӗри-тавра пур енче те, малта та, хыҫалта та, пур ҫӗрте те, пӗр пек тӗттӗм тӑнӑ; хӑш чух вӑл кӑшт ҫутӑраххӑн туйӑннӑ, хӑш чух тата ытларах тӗттӗмленнӗ. Вӑл протеза ҫаннипе шӑлса илчӗ, сӑран ҫинчи темле хура пӑнчӑна чӗрнипе хӑйпӑтса пӑрахрӗ, ҫав вырӑн ҫине пӗр хушӑ сывласа тӑрса, ӑна юр пек шурӑ халат аркипе шӑлса илчӗ, унтан протезсене урайне лартрӗ, кипке татӑкне васкамасӑр чӗркесе кӗсйине чиксе хучӗ. Хам та асӑнтармарӑм ӗнтӗ ун ҫинчен. — Эпӗ ун ҫинчен мар, килти ҫинчен мар! — терӗ амӑшӗ хуллен. Вӗсем иккӗшӗ те ӳкнӗ, хӑйӑр ҫинче йӑваланса кайса чут ҫеҫ шыва кайман. Синопа тӑшманӗ часах тӑна, тӑмран тунӑ темиҫе теттене илсе тӗме хыҫне тарнӑ. Старшинасенчен пӗри палицӑна илнӗ, ӑна ҫӗнӗрен суйланӑ кошевоя тыттарнӑ. Сӗтӗр ҫыран хӗррине!» — кӑшкӑрчӗ казаксенчен пӗри. Вӗсен умӗнчен ут утланнӑ казаксем, офицерсем, коляска ҫине ларнӑ главнокомандующи хӑйӗн свитипе иртсе кайрӗҫ. Пасар вырӑнӗ урлӑ ҫӗнӗ шинель тӑхӑннӑ Очумелов ятлӑ полицейски надзиратель пӗр ҫыхӑ йӑтса пырать. Ҫак исландец, нихӑҫан та аптӑраманскер, пире тӗрлӗ инкексенчен питех те шанӑҫлӑн сыхласа пычӗ; ку ҫынна пула, эпир пӗччен ҫӗнтерме пултарайман йывӑрлӑхсене те ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерсе пытӑмӑр. — Николай ӑна хӗнесе тӑкать те пулӗ! — терӗ малалла хохол, пӑшӑрханса. — Эпӗ выляма ӑста: тутарла, казакла, господалла, салтакла — мӗнлине кӑмӑллатӑн. — Ӗненсе тӑратӑп, разведка ҫеҫ ку, — терӗ Озеров. Вӑйсем пӗр тан мар пулин те ҫапӑҫӑва кӗмеллех е путса вилмелле — урӑхла май ҫук. Чуллӑ сӑртпа кӗрешме корвет хӑйӗн шӑтса пӗтнӗ кӳлепипе, тӗпне ҫитичченех ҫатӑртатакан мачтӑпа тата татӑла-татӑла пӗтнӗ пӑяв-канатсемпе ҫеҫ хирӗҫ тухма пултарать. Тӑшманпа тытӑҫма — вӑтӑр орудирен тӑххӑрӑшӗ ҫеҫ тӑрса юлнӑ, чи лайӑх канонирсем вилсе пӗтнӗ. — Мӗне кирлӗ ку? Ҫак революци вӑл — Франци Европӑна, Париж Францие ҫӗнтерни пулать. Унтан Комбата тыла леҫсе хӑвар. Тӗкӗр, — халӗ ҫеҫ эпӗ ун ҫинче Лурипе тухтӑра куртӑм — сасартӑк тӗксӗмленчӗ, шӑнса ларчӗ, тепӗр вунӑ минутран вара пирӗн пуҫ тӑрринче халь ҫеҫ-ха хӗвелпе тӳпе пулнине те манӑҫа хӑвармалла пулчӗ. Ват купси эрехне ытларах ӗҫнӗ те хӑйпе пӗрле укҫа нумай тесе мухтанма тытӑннӑ. Ак, тӑхта-ха, хуҫа килтӗр, вӑл сана кӑтартӗ вырӑн. Мересьев шлемне хыврӗ те, вӑрӑмтунасене кахаллӑн хӑвалакаласа, ирхи вӑрманти ырӑ шӑршӑпа киленсе, шухӑша кайса ларчӗ. Вӑл руль патне тӑчӗ, эпӗ ҫыран хӗррине кӑкарса хунӑ каната салтса ятӑм, паруса картӑмӑр та шыв хӗрринчен хӑвӑрт ишсе малалла кайрӑмӑр. Иртнине эпӗ хӑвалас ҫук ҫакӑн пек йывӑр кунсенче! Вӑл шӑлне шатӑртаттарнӑ, пуҫне ҫавӑркаланӑ, аллисем ун кайӑкӑн хуҫӑлнӑ ҫуначӗсем пек, сывлӑшра лапӑстатнӑ. Паян каллех тухса кайрӗ, сехет те иртмерӗ-ха унтанпа, кӗҫех таврӑнать пулӗ. — Хӑварӑр, эпӗ кайран ҫийӗп, — терӗ вӑл майӗпен; алӑк уҫӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та пусма ҫинче тӑракан сержант вӗсен кашни сӑмахне илтме пултарнӑ. Колхозниксем ҫуркунне ӑна акма ӗмӗтленеҫҫӗ, вӗсен мӗнпур ӗмӗчӗ ҫав вӑрлӑхпа ҫыхӑнса тӑрать. — Чейне эпӗ хамах тултарӑп, хамах, — васкаса пӗлтерчӗ Николай Петрович. Ялтан мӗнпур чӗрчун пӑрахса кайнӑн туйӑнать, ҫӑл патӗнчи ланкашкара ҫеҫ пылчӑк ҫине кӗрсе выртнӑ сысна киленсе, нӑрӑклатса выртать. Эпӗ ҫынсене пит юрататӑп, никама та асаплантарасшӑн мар, анчах сентименталлӑ пулма юрамасть, хӑрушӑ чӑнлӑха черченке суян чӑпар сӑмаххисем ӑшӗнче пытарса тӑма та юрамасть. Эпӗ мӗн ачаранах питӗ тавҫӑрусӑр; халӗ вӑй ҫитнӗ чухне ӗҫлекелетӗп, — анчах та эпӗ вӑйлӑ ӗҫлекен ҫын мар… ӑҫта манран ӗҫлесси пулать! Кулмалли ним те ҫук кунта, ӑсран тухнисем ҫеҫ кулма тата тӗрлӗ ҫавнашкал япала тума пултараҫҫӗ. Пугачев ман патӑмалла хӑйӗн шӑнӑрлӑ аллине тӑсрӗ. — Ҫапах та, тӳрех калам, манӑн Хведько сире иксӗре те, пӑрӑва кантра вӗҫҫӗн ҫавӑтса пынӑ пекех, кӗртме те, кӑларма та пултарать, акӑ мӗн!.. Чернявкина хулпуҫҫийӗпе хӳтӗлесе, Ерофей Кузьмич хӗрарӑмсем патнелле ҫаврӑнса тӑчӗ. Унтан тата мана юрӑхлӑ ҫуртпа выртса тӑмалли вырӑн ҫук пирки эпӗ унта пит аптрани ҫинчен те каласа тӑмӑп: мана утиял ҫеҫ витӗнсе ҫара ҫӗр ҫинех выртса ҫывӑрса пурӑнмалла пулчӗ. «Халь ӗнтӗ унта сӑмахсем, пит-куҫа апла та капла вылятасси пуҫланать, анчах эпӗ пурпӗрех пӑхӑнмастӑп», — шухӑшларӑм эпӗ. Анчах мӗн начарри пулчӗ-ха? «Ырӑ хуҫа! ыра пан!» Вара сасартӑк ҫамрӑк ҫын чунне салхуллӑ пӗчченлӗх туйӑмӗ ҫавӑрса илчӗ. Темле паллӑ мар шухӑшсем канӑҫлӑха ҫухатрӗҫ, вӑл тем ӗмӗтленчӗ, такама тата темшӗн ӑмсанчӗ. Унта, ҫӑлтӑрсем ҫинелле пӑхса, Ситанов каларӗ: — Пушӑлӑха пенӗ ҫӑлтӑрсенКуҫса ҫӳрекен караванӗсем! Чӑнахах та енерех ҫурта пулманнине аса илнӗ хыҫҫӑн художник лӑпланчӗ. Вӑл Ванторгра пӗр хресчен кӑтартнӑ еннелле кайма тӑрӑшрӗ: май килнӗ таран хӑй ҫулӗнчен пӑрӑнасшӑн мар пулса, хӗвеланӑҫнелле утрӗ. Турех: «Мӗншӗн уйрӑлтӑн тата мӗнле сӑлтав килсе тухрӗ?» — тесе тӗпчеме пуҫлать, коммунист арӑмӗнчен уйрӑлни уншӑн — ҫивӗч ҫӗҫӗпе чикнӗпе пӗрех. — Батюшки мои! Чунӑма ҫылӑхран ӳкӗнме хӑварӑр. Анне вилнӗ хыҫҫӑн шӑпах пӗр ҫултан унӑн шыҫӑ чирӗ пуҫланать, вӑл выртмаллах чирлесе ӳкет. Георгий, яшка ҫиес килет-и? Ҫав пӳлӗм — пӗтӗм башньӑри пӳлӗмсенчен пысӑкки — пуш-пушах ларать. Хытӑ хӗнерӗҫ ӑна, вилет пулӗ. Амӑшӗ те пукан ҫинчен тӑрса, хӑй ӑнланман пек, айӑпа кӗнӗ пек каласа хучӗ: — Эпӗ политика ҫинчен мар, ҫапӑҫу ҫинчен! Унра вара резинӑран, кӗҫҫепе тиртен ултӑ сийлӗ иккӗмӗш хупӑлча вырнаҫнӑ. Иккӗмӗшӗ — тир-сӑранпа сӑрнӑ, мамӑк тултарнӑ ҫӑмарта ӑшӗнче: сӑнав тата куҫӑм аппарачӗсем, кислород бакӗсем, углекислотана ҫӑтакан ешчӗксем, ӗҫ хатӗрӗсемпе апат-ҫимӗҫ валли пушӑ минтерсем. Тихон Вялов темскер ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илчӗ. Гусятников урамӗнчи лӑпкӑ хваттертен Корчагин пӗр ирхине ҫухалчӗ. «Кӗпе ӑҫтан килсе выртнӑ ара кунта? Ҫакнашкалах хӗвел хыттӑн хӗртетчӗ… Мӗнле-ха ҫамрӑк ҫыннӑн савӑнас мар? Унтан — пуканлӑ та маятниклӗ сехетсем, каярах кӗсьене чиксе ҫӳремелли пружинӑллӑ сехетсем тухаҫҫӗ. Пенза тӑрӑхӗнче ӗлӗк питӗ пуян пулнӑ, анчах халь юхӑннӑ ҫӗр улпучӗн ик хӗрӗнчен пӗриччӗ вӑл. Унӑн Бойчона савса юратас кӑмӑлне хаяр ҫынсем айӑп вырӑнне хурӗҫин, кӗске вӑхӑтлӑха кӑна кӑшт савӑннӑ туйӑмшӑн пысӑк хуйхӑпа тӳлет иккен-ха вӑл. Вӑл ҫак ыранхи кун ҫинчен шутлать, ун чӗри каллех хаваслӑн тапма пуҫлать, вӑл вӗҫӗ-хӗррисӗр кӗтет ҫав куна, анчах унччен кичем-ха ӑна! Базаровпа сывпуллашнӑ чухне Одинцова ӑна алӑ тӑсса пачӗ те:— Эпир курӑпӑр-ха пӗрне пӗри, тӗрӗс мар-и? — терӗ. Нихӑҫан та манмӑп эпӗ малтанхи хут асра юлнине. Вӑл пӗр вӗрен вӗҫӗнчен ярса тытнӑ та, урса кайнӑ ҫанталӑк вылянине пӗтӗм кӑмӑлтанах хавассӑн пӑхса выртать. — Хӑш губернирен, йӗкӗт? — Эсир хӑвӑр тӑван ҫӗршывӑра ҫав тери юрататӑр-и? — ыйтрӗ вӑл хӑюсӑррӑн. — Акӑ вара икӗ ҫын, пӗри теприне ҫапнӑшӑнах, е ун арӑмне чуптунӑшӑн, е ахаль ҫеҫ, ун умӗпелен иртнӗ чух, мӑйӑх пӗтӗркелесе, ун ҫине кӑшт хисеплемесӗртерех пӑхнӑ, — ҫак икӗ ҫын пӗрне-пӗри перет, пӗр-пӗрне вӗлерет. Ха мӗнле вӑл! тупӑннӑ чаплӑ ҫын! мӗн эсӗ, сана валли суд ҫук тетӗн-им. Э-э, ҫук, каятӑп-ха, каятӑп, тӳрех комиссар патне каятӑп. Артамонов ҫак станци тухӑҫлӑрах тата хӑрушсӑртараххине часах курса ӗненнӗ ҫапах та хӑйне кӳрентернине манма пултарайман. — Тытамак тытса пӑрахрӗ… Урисене тытса тӑр!.. — тесе кӑшкӑрма кӑна ӗлкӗрчӗ Андрей Давыдова. Хӑй чипер хӗр-ха вӑл, анчах иртӗннӗ те хӑйне майлӑ хӗр. Тепӗр ултӑ сехетрен эпир Флор сӑмсахӗ патне ҫитрӗмӗр…» … — Ҫак тӑлӑх арӑмӑн куҫӗ лайӑх та, эпӗ хамӑн аннен куҫӗ те, тен, ҫавӑн пекех пулӗ, тесе шутларӑм. Ҫавӑнпа вӑл пӗр сӑмахсӑрах килӗшрӗ. Лӑсканакан ҫын кулӑшлан хӑлаҫланнӑ, урисем авӑна-авӑна аннӑ, урай тӑрӑх сӑтӑрла-сӑтӑрла илнӗ, ылтӑн сехечӗ вӑчӑрапа кӑкарнӑскер, кӗсьерен сиксе тухса, ҫаврака хырӑмӗ ҫинче ярӑнкаласа тӑнӑ, ҫакна пула, Фома хӑйӗн ӑшӗнче пӗҫерсе тӑракан киленӳ хускалнине туйнӑ, вӑл, вӑйӗ тапса килнипе, тата ҫак чаплӑ ҫын мӑшкӑл курнипе, ӳсӗрӗлсе кайнӑ Фома, усал кӑмӑлпа хавасланса кайса, тавӑру телейӗпе чӗтренсе, хӑйӗн парнине урай тӑрӑх сӗтӗрсе ҫӳренӗ, тискер савӑнӑҫпа усаллӑн, типпӗн мӗкӗрнӗ. Аттуна, аттуна хыв! — каллех кӑшкӑрса пӑрахрӗ Ерофей Кузьмич. «Наукӑпа Россия халӑхӗ хушшинчи пулас евчӗ», тет мана Шубин; мана евчӗ пулма турӑ ҫырнӑ пулӗ. А? Мӗн! Мӗн нимӗн те чӗнместӗн? Унтан — авлану, ҫар служби, вӑрҫӑ… Епле хӑрушла та кӳренӳллӗ хӑвӑртлӑхпа иртсе кайрӗ пурнӑҫ! — Вӑл инкек пуласса систерет. — Эсӗ ан пыр, эпӗ хам кайса пӑхатӑп. — Ку вӑл — ҫын! — терӗ те Рыбин хуллентереххӗн, ыттисем ҫине тӗксӗммӗн пӑхса илчӗ. — Пур. Ҫутҫанталӑк пур ҫӗрте те гениллӗ йӗрке ӑсталаса хӑварнӑ. Таҫта шала кӗрсе каякан алтарь пӗр тӑруках ялкӑшма пуҫларӗ, сывлӑшра, ҫутӑра, кадила тӗтӗмӗ пӗлӗт пек чарӑнса тӑчӗ. Тата кам та пулин килесси пирки аппа ҫырса та пӗлтермерӗ-ҫке. Пачах урӑхла, пӗлекен ӑс-тӑнлӑ ҫыншӑн тӗттӗм шӑтӑк ҫук тесе шухӑшлатӑп. Вӑл Лалка енне хисеплӗн пуҫ сӗлтсе иртсе те кайрӗ. Амӑшӗпе юнашар Сизов пырса тӑчӗ. Ҫук! Чи кирли — вӑл эпир хамӑр тупакан мул ҫинчен никама та пӗр сӑмах каламалла мар. Малтанхи минутра вӑл ман ҫине мӑнаҫлӑн пӑхнӑн тата манпа мӑнаҫлӑн калаҫнӑн туйӑнчӗ; ҫакӑ мана вӑтантарса ячӗ; княгиньӑпа калаҫнӑ чухне вара эпӗ пӗртте именместӗп. — Турӑ пӗлет ӑна, хӗрӗ пулмасан кам пултӑр-ха тата: авӑ, карчӑкӗ те пӳртрех ларать-ха. Эсӗ мӗнле, чӗрӗ тунката, майӗпен йӑсӑрланатӑн-и-ха? Ҫӗнӗрен Кӑнтӑр Америкӑра пурӑнса ирттернӗ пек туйӑнчӗ. Илья таврӑнать! Малалла иртӗрсем, пирӗн хаклӑ хӑнамӑр! Кунта питӗ лӑпкӑ. Эпир мӗн ҫинчен калаҫни сире интереслӗ мар, — терӗ. — Ой, ҫук! — кӑшкӑрса илчӗ Тереза ним кӳренмесӗрех, лӑпкӑн. Кун каҫиччен нимӗҫсем Озеров полкне темиҫе хутчен те хаяррӑн атакӑласа пӑхрӗҫ. Ыран кала-ха эс ӑна: ҫуртна вут тӗрт те, атя Балкана, те! Приказчик мана вӗрентетчӗ: — Эсӗ ҫавӑн пек арҫурисене, тухатмӑшсене астуса тӑр, хытӑ пӑхса астуса тӑр! — Эпӗ сире ҫак чечеке парасшӑнччӗ… — Мӗн чухлӗ килнӗ пулин те индеецсем тӗл пулманнинчен, ҫитменнине тата вӗсен йӗрӗсем те ҫуккинчен. — Эсир ҫапла шутлатӑр-и, Дик мистер? Хӑшӗ-пӗрисем, пичӗсене пылчӑкпа вараласа, хӑйсен ирсӗр хуҫние юрама тӑрӑшса, ҫӗре выртрӗҫ. Вӑл Мэри шӑлнӗне алӑ пачӗ те, аппӑшӗн куҫҫулӗсемпе йӗпенсе пӗтнӗ унӑн питҫӑмартийӗнчен чуптурӗ. Малашнехи кунсенче эпӗ хамӑн ӑраскалӑм ҫине ҫеҫ шанса пурӑнтӑм. Вӗренме вӑл вӑхӑтра чиркӳ ӗҫне тума хатӗрлененен ҫынсене ҫӑмӑлтарах пулнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн пӗр вӑхӑта Софья Павловна, Фомана шелленӗ пекех, хӑйне унпала хытӑ та таса тытнӑ, анчах каярах вӗсен хушшинчи ҫыхӑнусем каллех кушакпа шӑши вӑййи евӗрлӗн ҫӗнелсе кайнӑ. Малалла сасартӑк хӑвӑрт тапранса кайни е чарӑнса ларни кӑна сиенлӗ. Пӗр-пӗр карапа курсан, эпир унран хамӑр ӑҫта иккенне тӗрӗсрех ыйтса пӗлӗттӗмӗр, вара пире ҫырана пырса чарӑнма ҫӑмӑлрах пулатчӗ. — Тӳрех мӗне те пулин пӗр-пӗр ӗҫе ҫирӗпрех ҫаклатса тытсан тата лайӑхрахчӗ. — Николай Петрович-и-мӗн? Ҫак инкек ытти ҫӗрте туса пынӑ ӗҫсене те путарма пултарӗ-шим? Сахал-и-ха ҫут тӗнчере Григорьевсем! Иван Остен татах ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ-ха, тӗрӗксем ҫав жандармсене вӗлернине ҫаплах пӗлмеҫҫӗ-ши тесе шухӑшлатчӗ вӑл, ҫавӑнпа каллех жандармсем пирки сӑмах хускатса ячӗ. Анчах Боб Тэннер курнӑ. Павка купӑсне хутлатса, чӗнӗсене ҫаклатса хурать. Симӗсрех куҫӗсемпе пӑхнӑ чух, вӑл кашни ҫыннах:— «Нимех те мар, ырӑ ҫыннӑм, ан пӑшӑрханӑр. Каллех сӗм тӗттӗме кӗрсе ӳкрӗмӗр; ку сӗм тӗттӗме нимӗнпе сирсе яма та шанӑҫ ҫук. — Шел пулин те, пулкалать ун пек, Уэлдон миссис. Упӑшки тепӗр хут — анчах малтанхинчен хуллентерех ӳсӗрчӗ. …Кашни кун, хӗвел тухнӑ чухне, кӗтӳҫӗ, хурӑн хуппинчен тунӑ вӑрӑм шӑхличне кичеммӗн каласа, кӗтӳ пухнӑ вӑхӑтра юханшыв леш енче пуртӑ сассисем илтӗнме пуҫлаҫҫӗ, хулари ҫынсем вара, ӗнесене урама хӑваласа тухса, пӗр-пӗринпе тӑрӑхласарах калаҫаҫҫӗ: — Илтетӗн-и, ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах каскалама тытӑнчӗҫ… — Пилсӗрлӗх — канлӗ пурнӑҫ тӑшманӗ. Вӑт, вӑл пурне те ҫавӑн ҫинчен каласа паратчӗ те. Ҫывӑхри окопсенчен стрелоксемпе пулемётчиксем унӑн пӑхмалли щельне тӗллесе переҫҫӗ, малти пайӗпе башни ҫинче вара пӗрмаях хӗлхем йӑлтлатса илет, хӗвел ҫуттинче те аван курӑнать вӑл. Иван Яковлевич хытсах кайрӗ, ку вӑхӑтра квартальнӑй ӑна пӳрнисемпе кӑчӑк туртса: — Кил-ха кунта, ырӑ ҫыннӑм! — тесе хӑй патне чӗнчӗ. — Ну, вӑт… — Ватӑ, ватӑ, ҫулланнӑ ӗнтӗ, — кӑмӑллӑнах килӗшрӗ Устин, Давыдов нимле усал тӑвассине те кӗтменскер. Саланса кайнӑ ҫутӑра эпӗ вӑрман ӑшӗнчи пур япаласене те пит аван курма пултаратӑп. — Каҫарӑр, подполковник господин, тивӗҫӗмсем мана кайма хистеҫҫӗ, — терӗ Ромашов. Эпӗ тарӑнӑн-тарӑнӑн сывлассине тахҫанах манса кайрӑм ӗнтӗ, ҫаплах-ха кровать ҫинче пӗр вӗҫӗмрен шухӑшласа, ҫара урасене кӑтартса лартӑм. Алексее ҫаксем пӗртте пырса тивмен пулас. Вӑл славян ҫӗрӗнче выртнӑ пулсан, аван пулатчӗ те. Носков ӑна:«Эпӗ чӑн каланине часах куратӑр акӑ», терӗ. Сунарҫӑ хыҫӗнчен вӑл лешӗ каҫхи мӗлкесем хушшинче ҫухаличченех пӑхса тӑчӗ. Кам пултар тата! Санӑн ывӑлна та тытса хупрӗҫ, — анчах халӗ, паллах, ку ӗҫе вӗсем туманни курӑнать, авӑ! Питӗ лайӑх, ҫав тери лайӑх ӑнланнӑ эпӗ сире, Раиса Александровна. Пӗлмен те. Хӗрӗх виҫӗ ҫула ҫитсен, вӑрҫӑра нумай вӑй пӗтернӗ хыҫҫӑн, ют ҫын пурнӑҫӗн ишӗлчӗкӗсем ҫинче ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа яма йывӑртарах ҫав. — Мӗн ҫинчен? Айӑрсене чӑпӑрккапа (пӗр хӗрхенмесӗр ислетсе, вӗсене вырӑнтанах хыттӑн юрттарчӗ вӑл, хӑй вара ҫутӑ тӳпе тӗлӗнче тӗксӗмӗн курӑнакан будка ҫине пӗр вӗҫӗмсӗр ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗ. Ҫакна илтсен, пӗтӗм чун-чӗрипе тарӑхнӑ Фома шӑлӗсене шатӑртаттарса илнӗ, аллисене йӗм кӗсйине тата шаларах персе чикнӗ, вара — Маякин патӗнчен тухса кайнӑ. — Эсир те унта-и? — ыйтнӑ Фома. Шурочка сасартӑк аллисене хӑвӑрттӑн ун мӑйӗ хыҫнелле ывӑтрӗ, ачаш, хӗрӳ те вирлӗ хусканупа пӗтӗмӗшпех ун ҫумне ҫыпӑҫрӗ, вара, хӑйӗн вутла ҫунакан тутисене каччӑ ҫӑварӗнчен уйӑрмасӑрах, йӑлт чӗтреве ӳксе те йывӑррӑн сывла-сывла, таткаланчӑклӑн пӑшӑлтатрӗ: — Эпӗ санпа кунашкал сывпуллашма пултараймастӑп… Савӑнса, тӗлӗнсе ларнӑ вӑл. — Ҫук?.. — Тавтапуҫ! — терӗ те хӗр хуллен, пуҫӗпе сулса илсе, тухса кайрӗ. Вӑл пачах та чирлӗ марччӗ, кайран та, тухтӑрсем хушнине итлемесӗрех, ытти ачасене йӑлтах хӑй ӗмӗртсе ӳстерчӗ, питӗ лайӑх ӗмӗртсе ӳстерчӗ. Юлашкинчен Джим Гокинс пирӗн алла ҫакланчӗ! — терӗ вӑл. Пӑхӑр-ха, Санин, ҫав сарлака юман хыҫӗнче хӗрлӗ йывӑҫ хӗрес тӑрать-и, е ҫук-и? Малтан вӑл нимӗн тума аптӑрарӗ, унтан пӳлӗмри сӗтел-пукан илтмеллех хыттӑн ҫапла каларӗ:— Лек-ха ман алла, эпӗ сана… Вӑл сӑмахне каласа пӗтермесӗрех пӗкӗрӗлчӗ те кравать айне щеткӑпа пӑлхатма тапратрӗ. Чӳречерен тӗксӗмленсе кайнӑ ахах пӗрчисемпе илемлетнӗ калпак тӑхӑннӑ жидовка пуҫне кӑларса пӑхать. Унӑн сехет вӑчӑрӗ ҫине пӑхӑп…» Ромашка Мускавра пирки эпӗ ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, ҫарта мар пулӗ вӑл, ҫарта пулсан та пурпӗрех вӑл хӑй хваттерӗнче пурӑнать. Сильвер пит-куҫӗ самантрах ҫутӑлса кайрӗ. Перебежка тунӑ чух та ҫавах, тем пек хутланса чупсан та — пурӗпӗр кураҫҫӗ. Ҫывӑхарах ҫитрӗм — ҫӗрте ҫын выртать, хӑраса вилсех каяттӑм. Шур тутӑрне куҫ таранах антарса лартнӑ, кӗпе ҫинчен бешмет, урине атӑ тӑхӑннӑ тата аллине вӑрӑм хулӑ тытнӑ Марьяна вӑкӑрсене мӑйракисенчен ҫыхнӑ кантраран сӗтӗрет. Ватӑ Вавжон ӗҫ шырама та хӑтланса пӑхрӗ, анчах ӑна ӑнланмарӗҫ, вӑл мӗн тӑвасшӑнне те пӗлесшӗн пулмарӗҫ; вӑл порта тюксем тултма, кӑмрӑк тиеме ҫӳрекелерӗ, унта та, нушана пула, тачка тупаймарӗ, ирландецсем те ҫавӑнтах ун куҫне ҫапса шӑтарчӗҫ. Мӗн хушнине ӑнланман ҫын мӗнле ӗҫлетӗр-ха вара? Пурте сӑна ӑшӑрах, ҫемҫерех туса парса усрасшӑн, эсӗ курпун иккенне курман пекех пулаҫҫӗ. Вырт, Тарӑ, эпӗ каймастӑп. Ҫӗр айӗнчи шӑтӑкӑн малти пайӗнче стена ҫурӑкӗнче яланах пӗр пилӗк-ултӑ яшка ҫӑвӗнчен тунӑ ҫурта тӗпӗсем пулнӑ, вӗсене унта туристсем чике-чике хӑварнӑ. Анчах халӗ пӗр ҫурта юлашки те пулмӑн. Ӗҫӗм-хӗлӗм чылайччӗ манан: Татаринов капитан экспедицине шырас пирки хускатнӑ ӗҫӗме савӑнсах йышӑнчӗҫ теме ҫукчӗ, е эпӗ хам ӗҫе пӗлсе пуҫламанччӗ-ши? Тен, лере, мӗнле-ха… Ку пирӗн ҫӗршыв ҫӗнӗрен ҫуралнине, вӑл вӑй пухнине пӗлтерет. Павел ӑна ҫак уйӑхсенче хӑй мӗнле шухӑшсемпе пурӑнни ҫинчен тата хула хыҫӗнчи паркра шухӑшланисем ҫинчен нумайччен каласа пачӗ. — Хӗрача, эс мана палларӑн-и? — яланхи пекех, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса питӗ хӑвӑрт ыйтрӗ вӑл Женьӑран. — Николай Еремеич, питӗ хаклӑ ыйтатӑн. Метеорсем сывлӑшӑн ҫӳлти сийӗнче ҫиҫсе илни Ҫӗр атмосферин ҫӳлӗшне пӗлме пулӑшать. Вӗсем мӗнле пурӑнмаллине лайӑх пӗлеҫҫӗ, кунпа пӗрлех тата вӗсем ӑста гастрономсем шутланаҫҫӗ. Том ҫав инкекрен хӑтӑлмашкӑн тӗрлӗрен майсем шухӑшласа кӑларма тытӑнчӗ, юлашкинчен вӑл: «Ыратнине лӑплантаракан эмеле» питех юратса пӑрахнӑ пек пулам», — тесе шут тытрӗ. Сехет ҫеҫ, кашни утӑмне татӑклӑн виҫсе, тикӗс ҫӳрет. Ҫынсен нимӗнле вӑйӗ те ӑна чарма пултараймасть. — Э! Унӑн куҫӗсене ҫавӑрса илнӗ ыйӑхлӑ тӗтре сирӗлчӗ, сасси ҫирӗпленчӗ: — Ну, кунта ӗҫсем епле пыраҫҫӗ? Хӑйӗн тутисем те, куҫхаршисем те, сухалӗ те чӗтреҫҫӗ… Енчӗкне пушат ӗнтӗ, Цанко, парса яр инкек курас тӗле пуҫтарнӑ укҫуна! — Акӑ вӑл полк ялавӗ! — кӑшкӑрнӑ пек, хыттӑн каларӗ вӑл. Вӑл ҫурта ешчӗкӗ патӗнче тӑрать пек, Тихӑн арӑмӗ праҫник ячӗпе пилӗк пуслӑх ҫурт илесшӗн пек, вӑл ҫуртине илсе ӑна парасшӑн пек, анчах аллисем ҫӗкленмеҫҫӗ, кӗсье ӑшӗнче кӑптӑрӑнса ларнӑ пек. Хӑшпӗр ҫӗрте чӳрече кӗленчисем хӑйсем ҫине ӳкнӗ хуҫкаланчӑк ҫутӑна вут-хӗмӗн ялтӑраса вылянчӗҫ. Женя сарай тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. Эпӗ хам та хам мар. Эсир ун чухне ҫавӑн пек пулнӑ, е ҫавӑн пекле туйӑннӑ. Аялти хутри пӳлӗмре, стена ҫурӑкне хирӗҫ, кӗрекенсене пӳлсе тӑма ҫирӗп баррикада купаланӑ. Ҫӳлерех асӑннӑ вырӑнта бал таврашӗ тӑвакан пӗр кил те ҫукчӗ, качча каяс хӗр те ҫукчӗ; эпӗр пӗр-пӗрин патне ҫех пуҫтарӑнаттӑмӑр. — Манӑн шухӑшпа, карапӑн мӗнле те пулин ванчӑкӗсене пире тен тупма май килӗ, анчах хӗн-хур курнӑ ҫынсем ӗмӗрлӗхех пӗтнӗ пулӗ тетӗп. — Мӗн? — ыйтрӗ вӑл, — Ах, ав, мӗнле иккен-ха! Ӑҫтан тупрӑн-ха тата ӑна? Эк кей эсӗ, тӑванӑм! Тепӗр кунӗнче, октябрӗн 30-мӗшӗнче, хӗвел вутҫулӑмлӑ тӗтре ӑшӗнчен тухнӑ пек хӑпарчӗ; вӑл хӑйӗн вӗри пайӑркисене ҫӗр ҫине хӗмлентерсе ячӗ. — Эсир Грант ӑҫтине пӗлетӗр-и? Вӑлта йӗппине атте касса кӑларчӗ-ха, анчах кайран хама ӑнран кайичченех ӑшалантарчӗ. Кашнинчех ҫак ответа илтсен, эпӗ ӑна ӗненместӗп… Манӑн пысӑк телее кура, пире ҫыран хӗррипе, тӗрлӗрен пысӑккӗш, тӗрлӗрен евӗрлӗ тата тӗрлӗ халӑхсен нумай карапӗсем патӗнчен чылай аякка утма тиврӗ. — Вӗҫтерет. Чи кирли тата ҫакӑ: эсӗ ҫав путсӗр хӗрарӑмпа, ҫитменнине тата нумай пулмасть кӑна юлташун арамӗ пулнӑскерпе, явӑҫса кайни, ман шутпа, пур япалана та кансӗрлет. Ҫавӑнпа та эпӗ Катя сӑмахӗсенчен тӗлӗнсе кайрӑм:— Хӑшне те пулсан ил, кӑмӑлу пур-и? — терӗ вӑл. Алӑк умӗнче мана Савельич тӗл пулчӗ. Унӑн вилес пек хуйхӑ. Ют ашшӗ, тен, питех хуйхӑрмӗ-ха, ача вӑл уншӑн ытлашшиччӗ. Пӗрре ҫеҫ мар Павка сӗтел ҫинче хут укҫасем выртнине курнӑ. Вӑл Ваҫили Андрейча ҫутӑ тӑвасшӑн пулнӑ, анчах ҫавӑнтах хунарне ҫил вӗрсе сӳнтернӗ. Вӑл каллех столовӑйне кайрӗ. Ку ӑнланмалла та ӗнтӗ. Мӗншӗн? Тепӗр кунне ирхине сарайне вутӑ патне ансассӑн, эпӗ сарай алӑкӗ тӗлӗнче кушаксем ҫӳремелли тӑваткӑл шӑтӑк патӗнче пушӑ пӑртманет тупрӑм; эпӗ ӑна темиҫе вунӑ хут та Сидоров аллинче курнӑччӗ, ҫавӑнтах вара ун патне леҫсе патӑм. Нумай калаҫрӗҫ вӗсем ҫак кунхине, ҫемьисем таврӑнас умӗн Павел ӑна шӳтлесе каларӗ: — Тӗлӗнмелле, мӗнле сана старик халиччен те пӗр-пӗр темлескере качча парса яман! Чунӗнче шанӑҫсӑрлӑх йӑва ҫавӑрчӗ. Тришка вӑл питӗ тӗлӗнмелле ҫын пулать; вӑл килет, ӑна ни тивме, ни тытма ҫук, тӗлӗнмелле ҫын пулать вӑл. Ӳтшӗн ҫапӑҫӑр, ҫурса таткалӑр та ӑна… кайӑр… хӑварӑр мана пӗччен! Вӑл, ҫакна пӗлсен, хӑй ҫине хӗрес хывса илнӗ те, пӑртак шухӑша кайса, ҫавӑнтах Маякин кумне:— Мансӑрах тирпейлӗр, пурлӑха асту… — тесе ҫырса янӑ. Эпӗ Ноттингемпширта ҫуралса ӳснӗ. Такам, ҫав вӑхӑтрах, кӑмӑл чӳхеннипе чӗтрекен сасӑпа витӗмлӗн каланӑ: — Кӑна такам юри хӑтланнӑ. Уҫланкӑра, тӗтре витӗр курӑннӑ пек, пӗчӗкҫеҫ ял курӑнса ларать. Эпӗ халӗ, ӑна тӗл пулмӑп-и тесе темиҫе урампа ҫӳрерӗм. Юргин хаҫата куҫӗ патне илсе пычӗ. Приказа пурнӑҫламаншӑн — «губана» сана! Икӗ талӑка!.. Малтанлӑха манӑн нимӗн те тухмастчӗ, халь акӑ хуллентерех ҫырма пуҫларӑм, кашни саспаллинех тӗплӗн ҫыратӑп та, аванах пулать. Павел ӗҫлеме пуҫлать. Ҫаксене вӗсем дикарьсен куҫӗ умӗнче мар, пурне те удупӑра туса хатӗрлерӗҫ. Кондрат пичче нумай та канать пек, вӑкӑрсене те сывлаттарсах тӑрать, хӑй вара яланах ыттисенчен нумай сухалать. Ҫапла килте хуҫа пулса тӑтӑм, ку вӑхӑтра эпӗ вун иккӗре пулнӑ, мансӑр пуҫне, анне аллине татах ҫичӗ ача юлчӗҫ, хӑйсем пӗчӗкрен пӗчӗк. — Ҫапла, ҫапла. Иха картах сикрӗ. — Ҫапла, — тӑсрӗ малалла Павел Петрович хӑйне хӑй калаҫнӑ пек, — иккӗленмелле мар пӗрпеклӗх. — Акӑ епле. Кушака ил те ҫур ҫӗр ҫитиччен кӑшт малтанрах масар ҫине, пӗр-пӗр усал ҫынна пытарнӑ шӑтӑк патне, кай. Ҫур ҫӗрте усал тухать, тен, иккӗ те, виҫҫӗ те тухӗ. Анчах эсӗ вӗсене кураймӑн, ҫил кашланӑ пек пулнине ҫеҫ илтӗн, тен, тата вӗсем калаҫнине илтӗн. Вӗсем вилене сӗтӗрсе кайма тапратсан, эсӗ, вӗсен хыҫҫӑн кушака ывӑтса, ҫапла кала: «Вилӗ хыҫҫӑн усал, усал хыҫҫӑн кушак аҫи, кушак аҫи хыҫҫӑн шӗпӗнсем, — вара ӗҫӗ пӗтрӗ те, — эсир урӑх кирлӗ мар!» — те. Мана ҫӗнӗ ят параҫҫӗ Эпӗ Фелпссем патне ҫитрӗм. Алӑк уҫӑлчӗ те, унта эпӗ пачах та палламан ҫын курӑнса кайрӗ. «Мӗн тери чӑтӑмсӑр иккен эсӗ! — терӗ хӗр ҫурма сасӑпа. Эпӗ ӑна йӑлӑхтарнӑ?» Пӗррехинче — вӑл ҫуллахи вӑхӑт пуҫланас умӗн пулнӑ — Джонни ытти кунсенчен те ытларах ӗҫрен ӗшенсе таврӑннӑ. Пур ҫын куҫӗ те Том ҫинелле тӗллесе пӑхса ларчӗ. Вӑл тӑчӗ те судья сӗтелӗ патнелле утса пычӗ. Пӗрре Щуровӑн мунчи ҫунса кайнӑ. Пушар хыҫҫӑн, кӗл ӑшӗнчен кӑмрӑкланса кайнӑ ҫын вилли тухнӑ. Вилен пуҫ чашӑкӗ ҫурӑк пулнӑ. Акӑ мӗне тупас килет манӑн: калӑпӑр, кунта, манӑн кӗсъере, Флинт хӑйӗн мулӗсене пытарнӑ вырӑна тупма пулӑшакан уҫӑ выртать, тейӗпӗр. Ҫав мулсем патне ҫитме тӑрӑшни юрӗ-ши? Ҫитменнине тата вӑл аллисене супӑньпе ҫӑвасшӑнах та мар. Вӑл хӑйӗн тӑванӗсене ачи епле утнине пӑхма чӗннӗ. — Атьӑр, Максимыч, ҫырана, трактире, — терӗ те Ромаҫ, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса ӑна хӑвӑрт кӑна йӗм кӗсйине чиксе хучӗ. Ку — Арктика ҫӗршывӗнчи кӗске ҫу вӑхӑчӗ. Вӑл калаҫнӑ чух пур сасӑ та унӑн сӑмахне путрӗ, Рыбинӑн йывӑр сасси лӑпкӑн та вӑраххӑн юхнӑ чух сехет шаккани те, ҫурт стенисене ҫивӗч чӗрнесемпе хыпашлакан сивӗ хуллен шартлатни те илтӗнчӗ. Виҫҫӗмӗш бригадӑн бригадирӗ, шатра питлӗ Агафон Дубцов тата Аркашка Менок кӗтесре хуторти пӗртен пӗр тимӗрҫӗпе, Ипполит Шалыйпа, тем пирки тавлашаҫҫӗ. Пули-пулми Епифанова Дунечка вилнӗ анне вырӑнне йышӑнни сана лайӑх-им вара? — А Лукашка мӗнле, хавас-и? Вут чулӗпе тирне сӗвӗпӗр унӑнне… Тархаслатӑп сана: пӗр сӑлтавсӑр шанмасӑр ан асаплантар мана, сивӗнем пек пул, эпӗ часах вилетӗп те пулӗ, кунран кун вӑйсӑрланса пынине сисетӗп акӑ… ҫапах та эпӗ малашнехи пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлама пултараймастӑп, пӗр сан ҫинчен кӑна шухӑшласа тӑратӑп. Иван Павлыч вӑл «искусствӑра пурнӑҫ учителӗ» терӗ, Гришкӑшӑн хӑйшӗн пулсан, Иван Павлыч калама ҫук пысӑк усӑ кӳчӗ, терӗ. Мӑшӑрсем пурпӗрех савӑнчӗҫ пулас. — Ӑҫта? — Христос ҫӑлтӑр сана, — тавӑрчӗ старик. Сасӑсене эсӗ пирӗнтен те туллинрех туйса ӑнлантӑн. Виҫӗ хутчен. Хӑвах курӑн акӑ — мӗн тери савӑнӑҫлӑ пулать вӗсене! Пирӗн атте пек ҫын хӑйӗн задачине пурнӑҫламасӑр вилме пултарайман! — Ҫитрӗн эппин, юлашкинчен, — терӗ Базаров ашшӗ, пӳрнесем хушшинчи чӗлӗм чӑпӑкӗ чӗтренӗ пулин те туртма чарӑнмасӑр. Мӗскӗн Паганель астӑваймасӑр ӳкрӗ-ши? — Ай, пӑх-ха, эсӗ манӑн пӑчӑрана пӑсрӑн. Ман вӑхӑтра та мӗнле те пулин гуморалист Гоффман, мӗнле те пулин Броун хӑйӗн витализмӗпе пит те кулӑшла туйӑнатчӗҫ, анчах тахҫан ӗлӗк вӗсем те кӗрлерӗҫ вӗт. Радемахера сирӗн кам та пулин ҫӗнни улӑштарнӑ та, эсир ӑна кӗлтӑватӑр, тепӗр ҫирӗм ҫултан унтан та кулма пуҫлӗҫ. Ӑҫта пулать-ха кун хыҫҫӑн тӗрӗслӗх? — Тепӗр минут ҫеҫ, — терӗ Чартков кӑмӑллӑн, пӗр-пӗр япала ыйтакан ача сассипе. Кунта Нина Капнтоновна пушӑ турилккесемпе кӗмсӗртеттерчӗ те педагогла тивӗҫ Николай Антоныча мӗнле вӗрентнине, мӗн хушнине итлемесӗрех юлтӑм. — Пурне те халех «Пилигрим» ҫине! — хушрӗ ҫавӑнтах Халл капитан. Ӑна хӗнессе те, апатланакан пӳлӗмре хупса усрасса та сире пула тумаҫҫӗ пуль?.. Ҫурҫӗр полюс сӗм тӗттӗмлӗхе путнӑ. Тӑм стенасем ҫумӗнче — икӗ вырӑн, вӗсем ҫине плащ-палаткӑсем ӑшне таса утӑ тултарса тӳшексем туса хунӑ. Кӑмӑлӑра йывӑр ан илӗр! Ӗненӗр, Зинаида Александровна, эсир кирек мӗн тусан та, мана кирек мӗнле асаплантарсан та, — эпӗ мӗн виличчен сире ытарайми юратӑп. Тепӗр кунне эпӗ Полутыкин господинӑн хӑнасене хавас йышӑнакан ҫуртӗнчен тухса кайрӑм. Хорунжи Паляныця вилмерӗ, анчах монтёрсем тупрӗ тупрех… — Мӗнле-ха вӑл, вӑрман ухмахӗ, хресчен чунне пӗтерме пултарать, — вӑл ун сӑмахне кӗрӗшмен вӗт? — Кил кунта! Артур сассинче кӗвӗҫни илтӗнсе кайрӗ. Анчах ӑна кам парса янине ан калӑр, урӑх ҫынна та никама та ан калӑр. Танк канавалла лексе чарӑнса тӑрсан тин, хӑй тӗлӗнче вилӗм ялавӗ вӗлкӗштернӗ пек, тӗтӗмлӗ хутӑшлӑ хӗрлӗ ҫулӑм мӑкӑрлантарма пуҫласан тин, Матвей Юргин аяккалла лӑпкӑраххӑн пӑхса илчӗ. Унӑн чӗринче ҫак минутра сасартӑк пӗр харӑссӑн хӑйӗн ӗлӗкхи туйӑмӗсем вӑраннӑн туйӑнчӗҫ. Ӗнер ирхине унӑн приказчикӗ Григорий Егорыч иртсе кайрӗ. Варламов купса, ахӑртнех, халь ӗнтӗ хуторта молокан патӗнче пуль терӗ вӑл. Эпӗ чӳрече патне пытӑм. — Вӑл тарӑннӑн сывласа илчӗ. Апат пӗҫерекен ырӑ кӑмӑллӑ карчӑк Марта, апат хатӗрлеме ытла та кая юлтӑм пулӗ тесе шухӑшларӗ пулмалла, мӗншӗн тесен унӑн плита ҫинчи тӗрлӗ юр-варӗ тин ҫеҫ чашӑлтатса вӗреме кӗчӗ. Печорина хирӗҫ лакей тухрӗ те: халех кӳлетпӗр тесе пӗлтерчӗ; лакей ӑна сигара ещӗкне тыттарчӗ, унтан вара, темиҫе приказани илсе, хӑй ӗҫне тума кайрӗ. Яланхи пекех эпӗ ирхине лавкана кайнӑччӗ, анчах кӑнтӑр иртсен, приказчик мана каларӗ: — Киле кай, амбар тӑрри ҫинчен юр антар та нӳхрепе хыв… Пидорка кайса пӑхмах шут тытрӗ, тек нимӗнпе те юсаймӑн Петруҫа: сӑмах хыҫҫӑн сӑмах, хайхи карчӑка хӑйпе пӗрле пыма ӳкӗте кӗртрӗ-кӗртрех. Вӑл пуҫне хӑйне хӑй шанакан мӑнаҫлӑхпа аялтан ҫӳлелле ҫавӑрттарса ҫӗклерӗ, хӗсӗннӗ куҫӗсенче ун хаяр савӑнӑҫ ҫиҫсе мӗлтлетрӗ… Эсир ҫак вырӑна пӗлетӗр-и? Ман сӑмахсене итлетӗр-и эсир? Джо пӑртак мӑкӑртатрӗ, унтан юлташӗпе килӗшрӗ: кун ҫути юлашкипе усӑ курса, вӑхӑта ирттерсе тӑмасӑр, ҫула кайма пуҫтарӑнас пулать, терӗ. — Ҫав ҫынсене тӗрӗссине калаттарасшӑн-и эсир мана? Паллах ӗнтӗ, мана чи малтан икӗ енчен те тӗпчесе ыйтма пуҫларӗҫ, сулахай енчен Валя ыйтать, сылтӑмран — Кирен. — Аҫу юратмасть-им сана? Малалла каллех чӗнмесӗр утрӗҫ. Мана хӑратма-и? — терӗ вӑл. Пиччепе, юлташсемпе, аттепе вӑрҫнисене эпӗ астӑватӑп, анчах пирӗн хушӑра нихҫан та ҫакӑн пек наркӑмӑшлӑ ҫилӗ пулман. Хӑвна суд тӑвакан турӑ умӗнче епле тӑрӑн-ха эсӗ, ун чухне вара сан ҫылӑхна каҫаракан пулмӗ. — Эпӗ — председатель! — кӑшкӑрса ячӗ Разметнов. — Манран мӑшкӑлласа кулни — совет влаҫӗнчен кулни пулать! Эпӗ ун ҫинчен Аркадине килсен тепӗр куннех каланӑччӗ, сире халь акӑ тепӗр хут калатӑп. Артур килни халӗ ӗнтӗ ӑна савӑнтарман, ытларах хурлантарнӑ. Монтанеллишӗн хӑйне хӑй лӑпкӑ тытма, вӗсем хушшинче нимӗн те пулман пек кӑтартма питех те хӗн пулнӑ. Ҫулталӑк хушшинчи чи лайӑх кунсем — июнӗн малтанхи кунӗсем ҫитрӗҫ. Ҫӗр ҫӑтасшӗ, хӑҫан тепре ҫавӑн пек май килсе тухӗ ӗнтӗ!» Каноник пулин те, вӑл нимӗҫсене хирӗҫ пыракан вӑрҫӑсене хутшӑннӑ. Уэлдон миссис Бенедикт пиччене хӑйсем халех ҫула тапранасси, вунӑ-вуникӗ кун вӑрманпа утасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Унта ҫулталӑк хушшинчи ӗҫсем ҫинчен сӳтсе яврӗҫ. — Ракетӑсем! — кӑшкӑрчӗ Озеров блиндажалла. Ҫапах та пит-куҫӗнче темле ыр кӑмӑллӑх пур, вӑл тӳрӗ те таса чӗреллӗ ҫын иккенӗ ыттисене сума сутарать, хисеплеттерет. Ракета ӑшӗнче пирӗншӗн ҫӗнни нимӗн те ҫук, пассажирсен пӳлӗмне кӑна горючипе, апат-ҫимӗҫпе тата шывпа тултарнӑ. Ҫавӑн чухне вӑл: эсӗ чӑтнӑ инкексем пирки сан пуҫра пӑртак пӑтранса кайнӑ пулмалла, терӗ. Уншӑн пулсан, вӑл пӑрахутпа Исландине ишсе кайни нимӗнех те тӗлӗнмелле мар, пирӗн пиччешӗн ку ахаль ӗҫ пек туйӑнман. Мӗнле пурӑнса ирттернӗ вӑл хӑйӗн ҫирӗм тӑватӑ ҫулне — аван-и, начар-и? Пӗтӗм компани стойка патне пычӗ те кашни хӑйне валли ӗҫмелли ыйтма пуҫларӗ. «Анчах та, — тет вӑл, — Европӑри ҫынсен гербӗсем вӗсен ӑрӑвӗнчи тахҫанхи ҫынсен тивӗҫлӗхӗсемпе чаплӑ ӗҫӗсене (тен унӑн ачин ачисем ҫав гербсене илсе ҫӳреме тивӗҫлӗ те мар пулӗ) кӑтартаҫҫӗ пулсан, маориецӑн ӳчӗсене тӗрлесе пӗтернисем вӗсене тӗрлекен ҫынсен маттурлӑхӗсемпе паттӑрлӑхӗсене кӑтартса параҫҫӗ». Мӗн шуйттан тата! — Военврач хулпуҫҫисене хутлаткаласа, комисси членӗсем ҫине ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗ. Халӗ эпӗ калам… — Кӑмӑллӑ! — терӗ амӑшӗ хохола, шухӑша кайса. — Ливси, эсир яланах тӗрӗс калатӑр, — ответлерӗ сквайр, — эпӗ, вилӗм тӑпри пекех, нимӗн те чӗнмӗп — терӗ. — Фронта кайма санӑн вӑй ҫук-ха. Ҫавӑнпа кунта контрсене пӗрле пӑвӑпӑр. — Ҫав Огнянов тесен вара… чӑн та йытӑ! Вӑл кӑна ан асӑрхатӑр. «Тата тепре ҫырса хур ун ҫине, вӑл паян ман хӳре патӗнчен «фокке-вульфа» персе антарчӗ» — тет. Кай! — терӗ. Эпӗ, хамӑр умра шӳтлӗ мар тытӑҫу пулассине ӑнланса илтӗм те, хамӑн пӑшала пӑхрӑм. Сильвер, аллисемпе стенаран тытса сасартӑк сиксе тӑчӗ. — Сана юлашки хут асӑрхаттаратӑп, Джордж! — тесе кӑшкӑрса илчӗ вӑл. — Ҫакӑн пек туни пачах кирлӗ мар, — терӗ те Николай Артемьевич каллех пӳлӗм тӑрӑх уткалама пуҫларӗ. Ҫултан ҫухалса кайрӑмӑр пулмалла. Эсир ӑна: «Ӑҫтан амантнӑ?» тесе ыйтсан, ҫӗклесе пыраканнисем сире, хӑвӑр ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑрах, ҫиллесрех сасӑпа, ураран е алӑран тесе ответлеме пултараҫҫӗ. Суранӗ ҫӑмӑлрах пулсан ҫеҫ ҫапла ответлеме пултараҫҫӗ вӗсем; анчах носилка ҫинче выртаканнин пуҫӗ те курӑнмасть пулсан вара, вӑл вилнӗ е йывӑр аманнӑ пулсан, вӗсем пӗр чӗнмесӗр, хаяррӑн пӑхса иртеҫҫӗ… Ҫук, аннене шел!» Вӑл хӑш-пӗр тӗлте юлашки ҫирӗм ҫул хушшинче тинӗс ҫинчен тата пӗр чалӑш ҫӳлелле ҫӗкленнӗ. — Ҫул ҫинчен тата ман упӑшкапа картла вылянӑ хыҫӗнчен канас пулать сирӗн. — Ну, питӗ аван, тавтапуҫ, дипломат, — терӗ вӑл уйрӑмах шӳтлӗн ачашласа, хӑй пӗчекҫӗ йӑлтӑркка куҫӗсемпе ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Ҫыннисем эпир ахальскеррисем ҫеҫ, сирӗн сиятельствӑ! Пӗтӗмӗшле пӑтрану. Чӑрӑш ҫинче сехри хӑпнӑ хыҫҫӑн кӑштах лӑпланнӑ пек пулнӑ боец-наблюдатель тӗттӗмре хайхи шӑши куҫ лампине тупса ҫӗнӗрен ҫутса ячӗ. Атя-ха ҫывӑрма каяр… Иртен-ҫӳренсен ҫурчӗн хапхине ҫӗмӗрсе кӗтӗмӗр те тӳрех тӗпсакайне… — Тухнӑ. Стефчов минут каялла кӑна-ха, тинех пӗтрӗм иккен тесе, ытла мескӗннӗн курӑнатчӗ, халь ак тавраналла хӑй ҫӗнтернӗ пек куштанланса пӑхса ҫаврӑнчӗ. Трамвай ӑна Аннӑпа Дубава пурӑнакан ҫурт патне илсе пычӗ. Addio. Сасартӑк — пафф! пафф! пафф! — чӑтлӑх ӑшӗнче мушкет сассисем кӗрлесе кайрӗҫ. Шырланпуҫ ҫыннисем ӑна ҫапах та питӗ юратнӑ ҫав. Аркадий лӑпланчӗ, Базаров вара ӑна хӑйӗн Павел Петровичпа пулнӑ дуэль ҫинчен каласа пачӗ. — Кунта шифр текен япала пур, — терӗ вӑл, — ҫав йӗркесӗр, юри пӑтраштарса ҫырса хунӑ саспаллисем пӗр паллӑ шухӑша пытарса тӑраҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗпе вӑл пӗр тан ҫын пекех калаҫнӑ, калаҫнӑ ҫеҫ те мар, хӑй мӗн шухӑшланине те каланӑ. Кунӗ илемлӗччӗ, ҫутӑччӗ, ытла шӑрӑх марччӗ: хаваслӑ, уҫӑ ҫил варкӑшатчӗ — вӑл вӑхӑтлӑ кашлатчӗ те вылятчӗ, йӑлт хускататчӗ те нимӗн те тустармастчӗ. Вӑл вӑрӑм алтупанӗсене орденӗ ҫумне тытрӗ те, чун-чӗрене витмелле сӑмахсем каларӗ: — Хӗрарӑмсем, хаклӑ тусӑмсем! Ҫав чӑхсемпе хурсем пиркиех ан турткаланса тӑрӑрччӗ ӗнтӗ! Тӗпчерӗҫ, анчах ҫын вӗлерекенсене тупаймарӗҫ. Чӑн ӗнтӗ, пирӗн килте Бетховенӑн «Sonate Pathétique» тата Cis-moll текен сонатисем те пурччӗ, вӗсене, мӗскӗнсене, хӗрачасем ҫав тери пӑсса калатчӗҫ; аннене асра тытса, Любочка ҫав сонатӑсене тата хӑйне Мускаври учителӗ вӗрентнӗ ытти лайӑх япаласене калатчӗ, анчах лайӑххисемпе пӗрлех ҫав учитель хӑй ҫырнӑ ним латтисӗр маршсемпе ҫавраҫилсем пурччӗ, Любочка вӗсене те калатчӗ. — Ыйтусем мӗн ҫинчен вара? — тӳсӗм ҫитеймесӗр тепӗр хут ыйтрӗ Давыдов. Хӑмӑшсем хутран-ситрен, ним сӑлтавсӑр тенӗ пекех, хумханма тата пӗр-пӗрне сӗртӗнкелесе чӑштӑртатма пуҫлаҫҫӗ. — Телее, халӗ ҫулла-ха, — йывӑррӑн сывласа илчӗ хӗрарӑм. — Халӗ ӗнтӗ, — терӗ герцог, — кирлӗ пулсан, эпир кӑнтӑрла та ишме пултаратпӑр. Июнӗн 6-мӗшӗнче, Муани-Лунгӑна пытарни виҫӗ кун иртсен, Негоро Алвиш факторине пычӗ — вӑл кунта таврӑннӑранпа пӗрре те килсе курманччӗ-ха — тӳрех хӑй тыткӑна илнӗ хӗрарӑм пурӑннӑ ҫӗрелле утрӗ. Кашнинех пӗр ҫынна е нумай ҫынна гипнозлаттарма юрать-и вара, кайран ӑна ҫав гипнозланнӑ ҫынпа мӗн тӑвас тенӗ, ҫавна тутарма юрать-и? Тинӗсри мӑнкӑмӑллӑ йӑла ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ялава антарма хушмасть. Кунсӑр пуҫне эпир тӑшмансене вӗсем пени пирӗншӗн нимӗн чухлӗ те хӑрушӑ пулманни ҫинчен ҫирӗплетсе парасшӑн пултӑмӑр. Хӑйне хӗстерме пуҫласан кирек кам та, ҫапла, айӑпне кӑштах та пулин хӑй ҫинчен сирсе яма е ответлӑха теприсем ҫине йӑвантарма пӑхатех… Ласунская графиня патне апатланма каять. — Сывах-ха. Пулӑшмашкӑн Лозневоя чӗнме тиврӗ. Авланнӑ хыҫҫӑнах, ашшӗ хӳтлӗхӗпе кӗнӗ удел министерствинчи вырӑнтан тухнӑ та, хӑйӗн юратнӑ Машипе пӗрле малтан Вӑрман институчӗ патӗнчи дачӑра, унтан хулара, таса пусма картлашкиллӗ, сулхӑн гостинӑйлӑ, пӗчӗкҫӗ те аван хваттерте ырӑ курса пурӑннӑ. Серёжӑн чӗри савӑнӑҫлӑ тапать. «Ну, ҫук, йӑлтах ҫӗнтермен-xa!» терӗ Тарас, хула стенисем ҫинелле пӑхса. Вӑл тӗрӗссине каларӗ. Ун патне пӗтӗм ял хӗрарӑмӗ ҫӳрет. Ҫук пек, тупаймастӑп пек туйӑнчӗ мана — пур ҫуртсенче тенӗ пек, пӗтӗмпех чӳрече куҫӗсем ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ те, шӑпланнӑ ҫуртсем куҫӗсене салхуллӑн хупса тӑнӑ пек курӑнаҫҫӗ. — Пит те лайӑх-ха эсир ҫапла калани, — терӗ вӑл, — мӗншӗн тесен эсир эпӗ юрланине нимӗн те итлемерӗр; музыкӑна, тен, юратсах каймастӑр пулӗ?.. Тулли залра пӗр Ривэра кӑна чӑтӑмлӑхне ҫухатман. — Манран-и? Анчах никам та ӑна хӗрхенсе пӑхнине курмасть. — Эсӗ мӗн калатӑн апла? — тарӑхса каятчӗ арӑмӗ. Ольга тахҫанах ҫывӑрса кайнӑ, Женя та ҫывӑрать. Анчах мӑшӑрланасси пирӗн вӑхӑтра ултав кӑна вӗт! — Вӑтам пӳллӗ-и? — тесе ыйтрӗ Мак-Набс, пурне те килӗштерес тесе. Вӑл хӑйне янахӗ таранах тӳмеленӗ сӑхман ӑшне ҫӗлесе лартнӑ пекех курӑнатчӗ. — Эсӗ мӗн хӗрарӑм ӗҫне тума тытӑннӑ? — тетчӗҫ. Алӑк умне ҫити ӑсатрӗ те алӑкне Корчагин тӗттӗмре курӑнми пулсан тин хупрӗ, мӗн тери ҫывӑх та тӑван вӑл халӗ уншӑн. — Ҫиленеҫҫӗ, тӗлӗнтермӗшсем, — нимӗне те пӗлеймен пек калать вӑл — манӑн укҫа пулнӑ пулсассӑн, нивушлӗ эпӗ памастӑм пулӗ? Сасӑ тӑрӑх пӗлме пулнӑ: разведчик пӗр миля инҫерех кайнӑ мӗн. Ҫӑмӑл хумсем яхта айӑккине хуллен пырса ҫапӑнаҫҫӗ. Винт ҫавӑрӑннипе шывран илемлӗ кӑпӑксем тухса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, вӑл, коллективизаци вӑхӑтӗнче, февраль уйӑхӗнче, килӗрен-киле кӗрсе ҫӳресе, наганпа хӑрата-хӑратах ҫынсене колхоза кӗме хистенӗ. Эпӗ ӑна: «Эсӗ манах, санӑн кун ҫинчен манмалла, а эпӗ — астуса пурӑнӑп», терӗм. — Ак ку Яков ятлӑ, — терӗ Рыбин, ҫӳллӗ йӗкӗт енне кӑтартса, — лешӗ — Игнат. Вельбот ҫине аниччен Халл капитан шхунӑна юлашки хут пӑхса ҫаврӑнчӗ. Пустав таварпа сутӑ тӑвакан Помялов, канӑҫсӑр аскӑн, йӗплӗ сӑмахсем калама юратакан, шатра питлӗ те ҫав тери илемсӗр ҫын, «Урҫа таракан» тесе ят панӑскер, кӑмӑлсӑррӑн ҫапла каласа хучӗ: — Куртӑр-и, аллисем унӑн еплерех вӑрӑм? — Венӑна ҫитме инҫе-ха, халлӗхе унта вырӑссем кӑна, — терӗ актер сӑн-питлӗ американец. Эс хӑвна… — Уэлдон миссис, эпӗ хамӑн тивӗҫе ҫеҫ пурнӑҫларӑм. «Головасем пурте пӗр пек мар ҫав, — терӗ голова мухтанчӑклӑн саркаланса. Вӑл юнлӑ ашкӑнусем чикӗрен тухса каясран хытӑ асӑрхать, пӗр сехет иртсенех дикарьсен чарусӑрлӑхне чарчӗ, унтан пытарас тӗлӗшпе юлашки ӗҫсене тума хушрӗ. — Тӑххӑрмӗшне ҫапса ҫӗмӗрсен, вӑл чавса кӑларма кайрӗ, — терӗ вӑл Катя ҫинчен, ачи вара, вырӑсла лайӑхах пӗлекенскер, ӑнлантарса пачӗ, «тӑххӑрмӗш» тесе ҫурта каланӑ иккен, унта 9-мӗш №-лӗ гастрономи магазинӗ пулнӑ. — Тавах, Иван Павлыч. — Эс каллех ӳсӗр, курӑнать. Анчах хальхи самантра вӑл мана тахҫан палланӑ ҫын пек, ирсӗр пулсан та «хамӑрӑн» пек курӑнчӗ. Мӗскӗнсем ҫинче этем сӑнӗ те юлман. — Юрать! — терӗ Игнат, кӑмӑлсӑр пулнӑ пек кӑштах тытӑнса тӑрса. Пурте, Овод вилни ҫинчен шухӑшласа, шӑп пулчӗҫ. «Хӑш чӑххи те пулин ҫӑмарта тӑвать-и, мучи?» — «Тукалаҫҫӗ те, хӗрӗм, анчах темшӗн начартарах тӑваҫҫӗ-ҫке», — тетӗп. Натанаил игумен пысӑк ҫын, вӑйлӑ, лара-тӑра пӗлменскер, йӗри-тавра ҫӳҫпе хупӑрланнӑ пит-куҫӗ те вӑл паттӑр пулнине кӑтартать. Хунара сӳнтерчӗҫ. Джим мана хӑлхаран пӑшӑлтатса хӑй кӑштах шикленни ҫинчен пӗлтерчӗ. Революци те… капитуляци. Малтан пурте аван пычӗ. Ҫапах ун чухне те ҫул ҫӳрекенсем нумай пулнӑ. Хӗрсен пӳлӗмӗ Эпӗ хама ытларах та ытларах тӑлӑха юлнӑн туя пуҫларӑм, манӑн тӗп йӑпану та пӗччен шухӑша кайса ларнинче кӑна. Кам та кам — начар, камӑн ӗҫ патне кӑмӑл туртмасть — сур ун ҫине, нимӗн те ан пар. Ӑнлантӑн-и, ухмах? Эпӗ сана София атте тесе чӗнекен господин ҫинчен пӑртак каласа панӑччӗ. Пӗччен хуҫа темле тӑрӑшсан та ӑна майласа ҫитереймен пулӗччӗ. «Вӑл та ман пекех телейлӗ пултӑр», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Ача кӑшт вырӑнсӑртарах каласа хучӗ иккен те, анчах сӑмахӗсем йӑнӑш мар, тӗрӗссине каларӗ… Мӗнех иккен ҫавӑншӑн? — Эсӗ вӗсене пурне те ятӑн. Паян пирӗнтен тахӑшин пуҫ мими тӳнтерле, факт! Кунта гайдук ҫӳлти мӑйӑхне пӗтӗрсе илчӗ. Арба айӗнче юлташӗпе пӗчченҫи юлнӑ хыҫҫӑн, Устенька сасартӑк Марьянӑна икӗ аллипе те ҫавӑрса тытрӗ те, ун ҫумне ҫыпҫӑнса, ӑна питҫӑмартийӗсенчен те мӑйӗнчен чуптума пуҫларӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен, сак ӗнерӳсӗр сасӑсене илтсен, сутас-илесси чарӑнчӗ, кӑшкӑрасем сывлӑш ҫавӑрса ячӗҫ. Озеровпа сывпуллашма хатӗрленсе, Яхно комиссар ӑна, пӗр чӗнмесӗр, тӗттӗмре аллинчен ярса илчӗ те тӳрех ӑнланчӗ: Озеров чечеке пӑрахман-мӗн, вӑл ӑна халӗ те-ха аллинчех хытӑ чӑмӑртаса тытса тӑрать иккен. Шыв ҫийӗпе, ахӑрса-шавласа, кӑпӑкпа витӗннӗ пысӑк хумсем ҫӗкленеҫҫӗ. Эпӗ сана кӳренмелли сӑмахсем каласа тултаратӑп… Калас та килмест те, анчах — кирлӗ. Ыттисем сана ку сӑмахсене калама хӑяймасран хӑратӑп. Ӑна вӗри ҫамкинчен тата пиҫсе кайнӑ тутинчен пит хытӑ чуп тума пуҫланӑ. Анчах сасартӑк, хӑйне скорпион сӑхса илнӗ пек, каялла сиксе тӑнӑ. Хӑйне шартах сиктерни ӗнтӗ скорпион наркӑмӑшӗнчен те хӑрушӑрах пулнӑ. Джим та ҫапла тума пултарать; хӑйне хупса лартни ҫинчен пӗтӗм тӗнчене пӗлтерме тӳр килсен, ҫакна вӑрттӑн ҫырупа пӗлтерме пултарать — шӑвӑҫ тирӗке вилкӑпа чӗркелесе кантӑкран ывӑтмалла ҫеҫ унӑн. Калаҫмалли, тӳррипе каласан, нимӗн ҫинчен те ҫук-ха. Эпӗ, хам шутланӑ тӑрӑх, Фелпс плантацийӗнчен кӑшт анатарах чарӑнтӑм. Япала ҫыххине вӑрмана пытартӑм, унтан пӗчӗк ҫырма хӗрринчи хӑма ҫуракан заводран ҫурӑ миля анатарах антӑм та кимме чулсем пӑрахса шыва путартӑм — вӑл кайран кирлӗ пулӗ, ӑна тупма ҫӑмӑл пултӑр тесе ҫапла турӑм. Вакула тимӗрҫӗ амӑшӗ хӗрӗхрен те иртмен-ха. Хитрех те мар, усалах та мар вӑл. Ун ҫулне ҫитсен, паллах ӗнтӗ, хитре пулма йывӑртарах. — Сирӗн тусран — мистер Зеб Стумпран. Вара кайрӗ. — Ну, тепре куриччен! — терӗ вӑл. Кӑшт иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн Негоро килӗшрӗ, Уэлдон миссис Джемс Уэлдона Казондене килессинчен хӑтарчӗ. Кӳршӗсемпе паллашрӑм. Ну, шухӑшласа тупнӑ та иккен! — Уттар! Уттар! — Давыдов пит-куҫне пӗркелентерчӗ. Ҫапла ӗнтӗ яхта ҫинчи команда хӑюллӑ ҫынсенчен, Гленарвана сӑмах та ҫук юратса тӑракан ҫынсенчен пуҫтарӑннӑ, вӗсем пурте харсӑр, кӗрешме юратакан ӑста моряксем, ун хыҫҫӑн кирек ӑҫта каймалла пулсан та, нимле хӑрушлӑх умӗнче те чарӑнса тӑман ҫынсем. — Ах, ав мӗнле! — тесе пӑшӑлтатса илнӗ Зеб. Икӗ сӑмах! — Ветхозаветлӑ вӑл сирӗн, тата, каҫарӑр та, хытарах панӑ! Илтнӗ-и эсир пирӗн хресчен пурнӑҫӗ ҫинчен чӑн сӑмахпа ҫырнӑ тӗрӗс хутсем ҫинчен? Вилес умӗн ӑна тӑн килсе кӗчӗ. Ну, мӗн-ха ӗнтӗ, вӗсем ҫак хӗрарӑма ывӑлне хупнипе вӗлерчӗҫ-им? «Юн хавхи, ӑн арпашӑнӑвӗ, тахҫанах-тахҫанах пурӑнса ирттернӗлӗхе кирлӗ маррӑн таврӑнни. Пӗчӗк пӳлӗмӗн шурӑ стенисенчен темле типӗ сивӗ, тӗксӗм кичемлӗх ҫапать. Ҫар с-сучӗ тӑвас т-тесе полковник м-мӗнле тӑрӑшнине эпӗ пӗлместӗп т-терӗр-и эсир? Виҫӗ ҫулхи ачасем яланах тӑватӑ ҫулхисем туса пынине тӑваҫҫӗ, анчах ҫулталӑк ҫурӑрисем хӑйсен йӑлисене ҫаплах пӑрахаймаҫҫӗ. Икӗ ҫын чи пархатарлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ — музыкӑна вӗренеҫҫӗ; ҫакна тума вӗсен пӗр-пӗринпе мӗн чухлӗ те пулин ҫывӑхланмалла, кунта ним аван марри те ҫук. Эпӗ йӑлтах аптӑраса ҫитрӗм. — Кам мӗн туни ҫинчен тӗпчесе пӗлеҫҫӗ, анчах мӗншӗн тунӑ — ун ҫинчен ыйтмаҫҫӗ. Эпӗ ҫапах та килте юлас ҫук, эпӗ ҫапах шкула каятӑп… Анчах унӑн илемӗ ҫулҫӳревҫе пачах та илӗртмест, — вӑл ҫавна асӑрхамарӗ те. Ҫывӑрма памастӑн, тӑмсай! — тенӗ сасӑ илтӗнчӗ юнашар пӳлӗмрен. Бертонсем унӑн ӳтне мӗнле шырама пуҫласси ҫинчен шухӑшласан, Артур хуллен кулса ячӗ. — Вӗсем пытарса хунӑ пек туйӑнать те. Лайӑх ҫанталӑкра вӗсем ир-ирех пирӗн пӳрте хирӗҫ, ҫырма хыҫнелле, пушӑ уя, шурӑ кӑмпасем шӑтса тухнӑ пек, пырса тулатчӗҫ те, интереслӑ пысӑк вӑйӑ пуҫласа яратчӗҫ: правурскерсем, вӑйлӑскерсем, шурӑ кӗпесемпе, вӗсем аллисене пӑшалсем тытса, уй тӑрӑх савӑнӑҫлӑн чупатчӗҫ. Ывӑннипе амӑшӗн пуҫӗ ҫаврӑнчӗ, Николай пӑшӑрханни ӑна салхулантарса ячӗ, хурлӑхлӑ ӗҫ пулассине систерчӗ. Серегина эпӗ. Анчах амӑшӗ портрет ҫинче хӑйне кӳрентерекен сӑн ҫухалнӑшӑн кӑмӑллӑ пулчӗ. Гостинӑйран тухсан, кӗленчерен тунӑ галлерейӑпа радио сасси илтӗнекен аякри пӳлӗме пырса кӗчӗҫ. Лось алӑк патне таврӑнчӗ. — Пӗтӗм урока пӑсрӑм. — Турӑ ҫук! — теҫҫӗ. — Ах, епле йӑлтӑртатать-ҫке!.. Вӑл хӑйӗн тусӗ каланине ӑшӗнче хайӑл тусах илчӗ, анчах хӑйӗн кӑмӑлне пытарма шутларӗ. Сӑртсен ҫак пайӗнче. ниҫтан улӑхма ҫук сӑртсен тӑррисемсӗр пуҫне, пырса пӑхман вырӑн та юлмарӗ. Шыравсем нумай сехетсене тӑсӑлчӗҫ, анчах канас шухӑш пӗрин асӗнче те пулмарӗ. — Эсир ӑна ан та калӑр. — Ой, Том, ан кӑшкӑр, питӗ хӑрамалла! — тенӗ Бекки. — Ҫук… пултараймастӑп, паныч… маннӑ… Француз тӗпчевҫӗн пӳрчӗ тӗлӗнче юханшыв сарлакӑшӗ тӑватҫӗр футран ытла мар, кимӗ хӳринчи кӗсмене лайӑх тытса пыма пӗлекен ҫамрӑк моряка ун урлӑ каҫасси йывӑр пулмӗ. Мал енче, йывӑҫ тӑррисен хыҫӗнче эпир вӑрманлӑ сӑмсаха, шыв хумӗсен кӑпӑкӗпе тӗрленнӗскере куратпӑр. Анчах мана шанма юрамасть тесе ан шутла эс тархасшӑн! Владимир, тарӑхса ҫитнипе, вӗресе кӑна тӑрать. Кӑшӑлтатса ҫулҫӑ тӑкӑнать. Чӳречесем хура тӗтӗмпе сывлаҫҫӗ, пӳрт тӑрринче, сулкаланса, сарӑ чечексем ӳсеҫҫӗ. — Тӑвансем! — терӗ вӑл, вӑраххӑн хӑй аллине вӗҫертсе. — Джим! — терӗ вӑл юлашкинчен ют сасӑпа. Тен, ҫав паттӑрлӑхран пуҫне урӑх унӑн нимӗнле хастарлӑх та пулман пуль, пӗр ҫавӑнпа ҫеҫ вӑл хӑйне хӑй чӗрӗ этем пек туйӑннӑ пуль. Е эпӗ халӗ челнок ҫинче тӑрса ларса веслапа ишме тытӑнсан, ӑна часах хуса ҫитнӗ пулӑттӑм. Катмак, кӗреҫе! Тата мӗн? Ун пек япаласене корольсене те памаҫҫӗ! Анчах, тӗлӗнсе кӑна хытса ларӑн, Олеҫҫӑн ҫав ҫӑрӑлчак ҫӑмхаран тепле майпа шӑвӑнса тухма мел килнӗ те, вӑл вара ҫулпала ҫил пекех вирлӗн вӗҫтернӗ — тутӑрсӑр-мӗнсӗр, йӑрӑм-ярӑм таткаланнӑ тумпа, чылай ҫӗрте хӑйӗн ҫара ӳчӗ те курӑннӑ. Ак ҫакӑнта, масар патӗнче, лапамра, грузовиксем е танксем… — Кунта халӗ каланӑ япаласем пирки мӗн шухӑшлатӑр эсир, панна Эвелина? — ыйтрӗ кӗҫӗн Ставрученко хӑйпе юнашар ларакан хӗртен. Ҫак йӗрӗнмелле выльӑх ҫын евӗрлӗ пулнине курсан, эпӗ хам епле хӑраса тӗлӗнни ҫинчен кунта ҫырса кӑтартма та пултараймастӑп. Анчах Ҫӑрттан ӑна хирӗҫ пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, аллисемпе чӗркуҫҫи ҫине чавсаланса, пуҫне ҫӗрелле усрӗ. Тӑм пулнӑ путсан, лайӑхрахчӗ… — Пурте ҫӗреҫҫӗ-и? Вӑл тӳрӗ ҫултан кӑшт пӑрӑнсанах, нимӗҫсем ун ҫулне пулемётсенчен персе пӳлнӗ. Йӑмӑксем пӗрне-пӗри ҫиленсен, атте: «Карл нихҫан та ӳкӗте кӗрекен ача пулмасть!» — тетчӗ, мана ятлатчӗҫ, хӗнетчӗҫ. Кӑнтӑрла, пӗр-пӗр тӳлекрех вырӑнта (хӗвел ӑшӑтса пӑхать пулсан), чие йывӑҫ хуппин кӑшт кӑна сисӗнекен шӑрши ирӗлекен юр айӗнчен, хӑрнӑ ҫулҫӑсем айӗнчен талпӑнса тухакан ӗмӗртенхи хӑватлӑ ҫӗр шӑршипе хутшӑнса каять. Питӗ ӑслӑ ҫын, вӑл сахал мар лайӑх кӗнекесем вуланӑ, пуринчен ытла ӑна «Граф Монте-Кристо» кӑмӑла каятчӗ: — Вӑл кӗнекере пурӑнӑҫ тӗллевӗ те чӗререн калани те пур, — тетчӗ вӑл. Давыдова итлемелле марччӗ ҫав, вырӑнтан та тапранмалла марччӗ!» — хурланса шухӑшларӗ Ҫӑрттан мучи; унтан пушӑ урама тинкерчӗ, ҫатан сулхӑнӗнче выртакан тӗрлӗ тӗслӗ пӑрусемпе ҫул ҫинчи тусана пӑрӑлтаттаракан ҫерҫисем ҫине пӑхса илчӗ. Хупах ҫулҫи татса илсе, сӑрӑпа вараланнӑ пӳрнине шӑлса тасатрӗ. Унтан Женя еннелле пӑхрӗ: — Ку-и? Ку — ҫак килте пурӑнакан ҫын Хӗрлӗ Ҫара кайнине пӗлтерет. Устинович хӑйӗн аллине ҫиленсе туртса илчӗ. — Ҫук, ҫук, кирлӗ мар. Вӑл вара ҫав укҫана ҫиленсе, мӑнкӑмӑллӑн ывӑтса ячӗ, укҫи, кӑштах чӑнкӑртатса, ҫул ҫинчи шурӑ тусан ӑшне ӳксе ҫухалчӗ. Вӑл — пӗлсе ҫитмелле мар йывӑр япала, шухӑшсен вӗҫӗмсӗр ҫавраҫилне вырнаҫтарса тӑракан вырӑн; ӑна эпӗ кирек мӗнле пӑхсан та, вӑл ман хамӑн пай пулса тӑрать, таҫта ман ӑшра пурӑнать, эпӗ ун ҫинчен шухӑшлатӑп, ун чунӗн мӗлкийӗ ман чун ҫинче выртать. Калама ҫук пысӑк саранча пӗрре батарейӑн лутра маччине ҫапӑнать, тепре, тигр тӑватӑ уран сикнӗ пек, тӑватӑ кустӑрман лаплатса ӳкет те каллех ҫынна хӑвалама тытӑнать. Маневра та кӗтме пулать. Джемма нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл куҫӗсене хупать, унӑн сасси вӑйлӑрах та хурлӑхлӑрах янӑрать, пӳрнисем, пулӑ тытмалли хатӗре майлаштарса, хуллентерех хускалаҫҫӗ. Илтнех ӗнтӗ. Мӗн кирлӗ сире?» ыйтнӑ вӑл. Штурмӑнра тӑма вӑл вуҫех юрӑхсӑр пулнӑ мӗн тата хӑйне пӑхӑнакан ҫынсене усала ертетчӗ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне начарпа пӗтересси пуриншӗн те уҫҫӑн тухса тӑчӗ. Ҫавӑнпа та, пӗр тӗттӗм те тӑвӑллӑ каҫра вӑл карап ҫинчен ҫухалсан, никам та тӗлӗнмерӗ тата ӑна хӗрхенекенни те пулмарӗ. — Мӗнле ҫыран хӗрринче? — Сирӗн пурнӑҫӑр питӗ начар: эсир карапа ҫухатнӑ, эсир мула ҫухатнӑ, эсир хӑвӑр ҫыннӑрсене ҫухатнӑ. Ӗнтӗ ку пин хут та пулнӑ, тепӗр хут та пулин ҫӗнӗрен пулӗ-ши? — Ӗшентерчӗҫ ман ывӑла, йӑлт намӑслантарчӗҫ! — терӗ те вӑл ывӑлне сцена ҫинчен туртса антарасшӑн пулчӗ, анчах ӑна тытса чарчӗҫ. Ӑна сухапуҫпе сухаланӑ, йывӑҫ сӳрепе сӳренӗ, тӑмлӑ хытӑ ҫӗр ҫине тислӗк тӑкнӑ, ҫемҫетнӗ, тырпул ӳстерекен тунӑ. Пиртен виҫӗ пин те икҫӗр фут аялта тинӗс сарӑлса выртать. Ӗнтӗ, хӑрамастӑп тесе, тӳрех вил тамӑка кӗрсе, ӑссӑр пулма юрамасть-ха. Вӑл калаҫманни мана тӗлӗнтеретчӗ; таврара пурте хыттӑн, нумай, татӑклӑн калаҫатчӗҫ, сӑмахсем мӗн тери хытӑрах янранӑ — мана вӗсем ҫав тери ытларах кӑмӑла каятчӗҫ; хыттӑн каланӑ сӑмахсенче мӗскӗн те суя сӑмахсем пытанса тӑнине эпӗ нумайччен ӑнланайман. Автор кӗске вӑхӑт хушши Глаббдобдрибра курса ҫӳрет. Крозе капитан «Маскарен» патне ҫитсе чарӑнсанах Мату-Аро ҫине шлюпка янӑ. Картла выляма лартӑн пулсан, ытти калаҫусем кирлӗ мар. Пушшине шыраса тупсан, вӑл йӑванса аннӑ ҫӗрпе каллех ҫӳлелле хӑпарма тӑнӑ, анчах хӑпарма ниепле те май пулман: каялла ише-ише аннӑ, ҫавӑнпа вӑл хӑпармалли вырӑн шырама ҫырма тӑрӑх анаталла кайнӑ. Ҫисе тӑранмасӑрах сӗтел хушшинчен вӑл юри тухма тӑчӗ, анчах инкек ҫине синкек тенӗ пек, аллипе чашӑк хӗррине тӗрӗнчӗ те, ҫисе яман вӗри яшка унӑн йӗмӗ ҫине тӑкӑнса кайрӗ. Люба ҫын пуҫӗсене хут ҫине ӳкерме юратать; — Ҫырлахтӑрах, Николай Еремеич, мӗн калаҫатӑн-ха эсӗ кирлӗ мара? Вӑл питне пӗркелентернӗ, ним чӗнмесӗр чей тултаракан хӗрне хӑтӑрсах тӑнӑ. — Ну — пултӑр эппин. Салтаксем хускалкаласа илчӗҫ, пӗр-пӗринпе кӑмӑлсӑр пӑшӑлтатни илтӗнчӗ. Хӑйӗншӗн ытти ҫынсенчен хаклӑрах пулнӑ ҫын ытлашши тӑрмашнине те, пӑлханнине те курмарӗ вӑл. Вӑл ура ҫине тӑчӗ те, аллисене кӗсйине чиксе, кухньӑналла утрӗ. Ҫӳлти тути вара унӑн табакерка вырӑнне тӑрать: мӗншӗн тесен сӑмсине кӗртес тенӗ табакне ҫӳлти тути ҫине сапса тӑккаласах пӗтерет вӑл. Ҫук, ку япалан тупсӑмне тупма питӗ хӗн. Ку — вӑрттӑн мелпе уҫмалли ҫӑра. Анчах, пурте унран хӑраса тӑнӑран, ҫав ӗҫе пуҫарса яма хӑяканни никам та тунӑнмарӗ, ҫавӑнпа вара вӑл ӗҫ пулмарӗ те. — Мӗн ӑнкарасси пур? — кичеммӗн каланӑ Фома. — Мӗншӗнни — кирек камшӑн та паллӑ… чухӑнсем, халсӑрсем валли. Князь титулӗ мана ытла тӗлӗнтермерӗ: эпӗ анчахрах Шиллерӑн «Хурахӗсене» вуласа тухсаттӑм. Унӑн каясси килчӗ, анчах унта мӗн пуласси ҫинчен шухӑшлама ӑна темӗнле лайӑх мар пек те, кӑштах хӑрушӑ пек те туйӑнчӗ. Эпир япаласене пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫартӑмӑр. — Сӑнчӑрлӑр ӑна, сӑнчӑрлӑр, — тесе йынӑшса ячӗ Николай Еремеев. — Аттемӗр эсӗ пирӗн, — тесе кӑшкӑраҫҫӗ весем, унӑн аллине чуптуса, — санран пуҫне пире урӑххи кирлӗ мар; хуш, государь, сучӗпе мӗн тумаллине эпир пӗлӗпӗр. — Ку аван. — Эпӗ. Пӗр Агафон Дубцов ҫеҫ мучин телейлӗ кӑмӑлне пӑсмасӑр юлмарӗ. Мӗнле юратса кайма пултарнӑ-ши ӑна юлташсем? Судья хӑй Иван Иванович валли пукан пырса лартрӗ, ҫӳлти тути ҫинчи табакне сӑмсипе пӗтӗмпех туртса илчӗ, ку ӗнтӗ судья ҫав вӑхӑтра ытла хӗпӗртенине пӗлтерет. — Мӗнле-ха вӑл сысна хӑй ҫурисене: этем ларать, тесе калама пултарнӑ? — ыйтрӗ Оленин. Ун хыҫҫӑнах Вернер доктор кӗчӗ. Паян пирӗн сире хӑтарассишӗн вилнӗ Христосӑн, тӗнче ҫылӑхӗсене хӑй ҫине илнӗ турӑ путеккин, сирӗн ҫылӑхӑрсемшӗн вилнӗ турӑ ывӑлӗн ӳчӗпе юнӗн праҫникӗ. — Ӗҫес… Степан Иванович, ҫӗр ҫинчи пур япаласемпе те интересленекенскер, тӗлӗнсе кайсах ахлатма тытӑнчӗ. Унтан хӑй те вӗсен енче пӗр алӑсӑр врач пӗтӗм районӗпе чи лайӑх тухтӑр вырӑнне шутланса ӗҫленине аса илчӗ: вӑл юланпа та ҫӳрет, ухутана та каять, хӑрах алӑпах ҫав тери лайӑх перет — пакшана куҫран тӗллесен, куҫран тивертет, терӗ. Кала хӑвӑртрах, унсӑрӑн персе анатӑн! Эпӗ йӑнӑшман: укҫана курсан, карчӑк хусканса илчӗ, куҫӗсем унӑн тата ытларах чарӑлса кайрӗҫ, вӑл вара хӑйӗн чӗтрекен, кукӑрӑлса, хытса кайнӑ пӳрнисемпе кӗмӗл еннелле тӑсӑлчӗ. — Давыдов йӑл кулса илчӗ, тата тем каларӗ, анчах пурте ахӑлтатса кулса янӑ пирки унӑн сӑмахӗсем илтӗнмесӗрех юлчӗҫ. — Чарӑнӑр, Грассини. «Каролина Фогельмеер» тесе пӑшӑлтатать шӑлсӑр ҫӑвар. Тата пӗрмаях мана хам простой, ӑслӑ ҫынна тӗл пулассӑн, вӑл вара мана сарлака та ҫутӑ ҫул ҫине илсе тухассӑн туйӑнатчӗ. Уэлдон миссис вӑл мӗн те пулин каласса кӗтмерӗ те. — Эсӗ хӑвна валли кӗрмен шырама тухса кайсанах эпӗ сан ҫинчен шухӑшлама тытӑнтӑм, — куҫӗсене хӗскелесе те тӑнлавне хыҫкаласа, сасӑсӑр кулса ячӗ Корытов. — Мӗн? Астӑватӑн-и… сана… ман сӑн питӗ килӗшетчӗ?.. Тӗрӗсех вӗт, килӗшетчӗ, ҫунатӑм?.. Ҫакӑнпа эпӗ яланах савӑннӑ… Халӗ вара йӗрӗнчӗкле пулать сана… ман ҫине пӑхма… Эпир ӑна хамӑра мӗн кирлине ӑнлантарса патӑмӑр. Ҫавӑнпа та мӗскӗн ҫын мӗн те пулин тӑвас тесе ҫеҫ, кичеммӗн иртекен вӑхӑта епле те пулин ирттерес, ывӑнса ҫитнӗ ӑспуҫа мӗн ҫинчен те пулин шухӑшлаттарас тесе ҫеҫ йывӑҫа касса хӑтланнӑ. — Ҫук, тӗрӗс мар! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Назанский. Пире вара… пире вӗсем Раҫҫей Федераци Республикине кӗрес кӑмӑллине пӗлтерекен хут пани кирлӗ. — Чӑнах-и? — тесе чарса калать ӑна Зеб. Таврари пӑлхавӑра пула, унӑн кӑшкӑрса ярас килнӗ, мужиксемпе пӗрле тӑрмӑшма, йывӑҫ касма, йывӑр йӑтма, хӑй ҫине пурне те куҫран пӑхтарса командӑлама, пурне те хӑйӗн вӑйне, ҫӑмӑллӑхне, чӗрӗ чунне кӑтартма кӑмӑл капланнӑ унӑн. Александра Ивановна Воропаевран ҫырусем ҫав-ҫавах илеймесӗр пурӑнчӗ. Вӑл Голышевпа ҫырусем ҫӳретрӗ, анчах лешӗ те Воропаев ҫинчен нимӗн те пӗлмест иккен. Ҫапӑҫу малалла пырать, тепӗр ҫурта илсе ҫирӗпленсе ларатӑн — каллех ҫав ҫынсем: герр майор, ирӗк парӑр… — Ун хӗрӗ авалхи статуя пек те, ман унпа вылямалла-и вара? Берсенев ҫийӗнчех кил хуҫипе унӑн ӑрӑмне ӑна салтӑнтарса вырӑн ҫине вырттарма хушрӗ, хӑй вара, тухтӑр патне кайса, ӑна илсе килчӗ. Джонни текех чӑтса тӑрайман, вӑл хӑрах аллипе Вильӑна ярса тытать те вара тепӗр ырханкка аллипе ӑна сӑмсинчен ҫапать, ыраттармаллах ҫапнипе Виль ҫари ҫухӑрса ярать. Ҫул юппине ҫитсен, ҫулҫӳревҫӗ хупахҫӑ сассине инҫетренех илтрӗ: — Сылтӑмалла пӑрӑнӑр, — терӗ вӑл кӑшкӑрса. — Кӳршӗри улпут ывӑлӗ-и? Ну — кӗтӗр. Кам патӗнче делегат пулмалла-ха манӑн? Огнянов хупах хуҫин арӑмне палласа илчӗ. Алӑксем уҫӑлчӗҫ. Ун патӗнче кастрюль тупнӑ, — ун ӑшӗнче вӑл государе хирӗҫ листовкӑсем кӑларма краска пӗҫернӗ. Ҫакӑн пек чӑмӑрсем Хӗвелтен ҫутӑрах ҫутатнисем те пулкалаҫҫӗ. Аялалла, ҫарансем патнелле, лаша ҫӗмӗрен пек ыткӑнса пырать. Эпӗ минтер айӗнчен нагана туртса кӑлартӑм, утнӑ ҫӗртех тенӗ пек шӑлавара тӑхӑнса ятӑм та урама чупса тухрӑм. Харсӑрлӑх паллисем пушшех сахалтарах: эпӗ пӗвӗмпе пӗчӗк мар тата ҫулӑма кура питӗ вӑйлӑ пулин те, питӗн мӗнпур йӗрӗсем ҫемҫе, сӳрӗк, уҫӑмсӑр. Тӗлӗнмелле пуҫсӑр юланут сӑнӗ халь куҫ умӗнчех тӑнӑ, вӑл курӑнса сехрене хӑпартни ӗнтӗ часах сирӗлсе кайма пултарайман. Анчах лампа ҫути ун пичӗ ҫине ӳксенех, вӑл Джемма еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ. Эппин, аллуна ҫӗкле те тупа ту… — Э-э! Ҫук, апла юрамасть. Сывах! — хаваслӑ кӑшкӑрса тавӑрчӗҫ тӗрлӗ енчен казаксен ҫамрӑк сассисем. — Сывах вӑл, сывах, аппаҫӑм! — аран сывлӑш ҫавӑрса каласа хучӗ Рада. — Ҫук, чунӑм. Эпӗ халӗ пӗчченех пурӑнатӑп, ҫавӑнпа та мана сирӗнпе калаҫса ларма питех те лайӑх пулӗ, — терӗ. Ефим Павел патнелле пырса ыйтрӗ: — Тен, мана мӗнле те пулин кӗнеке парса ярӑр? — Мӗнле ӗҫ вара вӑл? Пӗр салтакӗ вӗсене хирӗҫ чупрӗ, тепри лаша ҫине утланма тӑрӑшса унӑн тавра чупкаларӗ, лаши тыттармарӗ, сикрӗ, унпа пӗрле таврари пур япала та сиккелерӗ. Куланайне вара вӑхӑтра тӳлесе пыраҫҫӗ. Лаша манӑн лайӑх! Вӑл мана ӑнланчӗ пулмалла: камсулӗ аркине ҫӗклесе мана ун ҫине ерипен хучӗ те хӑйӗн хуҫи патне, эпӗ уйра чи малтан курнӑ фермер патне, чуптарчӗ. Нумай ҫӳремелле пулать». Часах «Пилигрпим» ҫыранран пӗр мильӑра ҫеҫ пулчӗ. Ҫак ҫамрӑк, илемлӗ хӗр скатерть умӗнче ҫав тери ӑста тӑрмашни темле пит те килӗшӳллӗ пулчӗ. Эсир хӑвӑра ирӗк художник тесе шутлатӑр-тӑк, мӗншӗн ҫын ирӗклӗхӗ ҫине тапӑнатӑр? Вӗҫсе хӑпармалли ҫул ҫине пӗрин хыҫҫӑн тепри шуса тухса, самолётсен звенисем пӗлӗтелле ҫӗкленчӗҫ. — Эсир мӗнле шутлатӑр? Хӑйӗн питне ҫав тери асӑрханса та ачашшӑн ҫунине туйса ӗнтӗ, вӑл хӑй хамӑр ҫынсем патӗнче иккенне чухларӗ. Ҫак хушӑра Хӗрлӗ Тӑрна ҫыран хӗрринчен пысӑк чул илсе пырса, ӑна пуҫран ҫӳле ҫӗкленӗ те, ӑтӑр ҫавӑрӑнса пырасса кӗтнӗ. Ромашов сиксе тӑчӗ те, урса кайса, сӗтеле чышкине пӗтӗм вӑйран танлаттарчӗ. Половцев террорла ӗҫ тӑвас ҫук, хӑйне палӑртасшӑн мар вӑл, анчах сыхлануллӑ пулни кансӗрлемест. Ҫав ҫынсем яланах пӗр-пӗрне хыттӑнах мӑшкӑллама тӑрӑшни ҫинчен эпӗ вуланӑ кӗнекесем ним те шарламастчӗҫ, ҫавӑ темле тӗлӗнмелле пекчӗ. Анчах вӑл мӗн пурӗ те 60 маркӑран ытларах мар, ҫавӑнпа та ҫемьене тӑрантармашкӑн вӗсен ӗҫлемелле пулать. Миҫе ҫул иртрӗ-ха? Санатори хӑй сыватса янӑ ҫынсене пурне те ҫул ҫине валли пилӗк кунлӑх «типӗ паёк» панӑ, ҫавӑнпа та Алексей, ним шухӑшласа тӑмасӑрах, катмар ҫӗнӗ ҫуртсем хыҫӗнче, килхушшинче тӑракан пӗчӗк кивӗ ҫурта кайрӗ. Лукашка чаплашка кӑларчӗ, шӑлса илчӗ, унтан эрех тултарчӗ те, сак ҫине ларса, мучине тыттарчӗ. Кӳме урапи саланнӑ». — Тепӗр хут пӑх-ха, Том! Кӗпӗрленсе тӑракансем еннелле ҫаврӑнчӗ те ним шухӑшсӑр кӑшкӑрса ячӗ: — Аван-и, марсиан юлташсем! Кала-ха, мӗскӗн хӗр ҫине тӗрлӗ кирлӗ-кирлӗ мара, пулнӑ-пулмана тивместӗр пуль? — Мӗскӗн! — йывӑррӑн ахлатса илчӗ маркитантка. Джемма ун ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ. Унӑн тирпей-чиперленӳ пӳлӗмӗнче пӗчӗк экран тӑрать. Рыбальченко вӗсемпе килӗшет; пулӑ кӗресси курӑнсах каймасть пулин те, — тинӗс ҫинче виҫҫӗмӗш талӑк ӗнтӗ вӑйлӑ тӑвӑл тӑрать, — пулӑ тытма тухасах пулать, тет, ирхине ирех тинӗс ҫине тухма сӑмах парать. Вӑл сиввӗн пӑхни шутсӑрах кӑмӑла хуҫать-ҫке! Чӑн та, вӑл пӗчӗк Сашӑна вӗрентес тесе тӑрӑшсах кайман, ӑна алхасма ирӗк панӑ, йӑлишӗн кӑна пулакан урокӗсенче хытах ыйтман, — анчах музыкӑна ӑнӑҫлӑн вӗренсе пыракан хӗр вӗренӳре мӗнле ӗлкӗрнине тӑрӑшсах сӑнанӑ вара, сехечӗ-сехечӗпе унпа юнашар фортепьяно умӗнче ларса ирттернӗ. — Хытах печӗҫ-и? — ыйтрӗ Олейник. Вӑл ыттисенчен ҫамрӑк пулнӑ пулин те, вӗсенчен нихӑшӗ те унтан мӗн те пулин ыйтса пӗлме хӑяйман. Ҫула хатӗрленсе часрах пӗтересчӗ пӗреххут: ларасчӗ те каясчӗ». — Астумасӑр, — терӗ Гарри Грант. Паллах, машинӑсем тата туртӑм вӑйӗ туянма вӗсене нумай вӑхӑтлӑха кивҫен параҫҫӗ. Нимӗҫсем мӑн ҫул ҫинчи оборонӑна татнӑ, теҫҫӗ. Унӑн нихҫан та ҫакӑн пек туйӑм пулманччӗ-ха. Вӑл васкаса урама чупса тухрӗ. Хапха умӗнче вӗсене политотделра ӗҫлекен ҫын автомашинӑпа кӗтсе тӑрать. Вокзала ҫитме инҫе. Малтанлатса тикӗс мар янӑранӑ юрӑ пыра-пыра тикӗсленсе хӑпарма пуҫланӑ, вара, каҫхи уҫӑ сывлӑша патӑррӑн, сарлакан хумхатса, пушӑ уй тӑрӑх юхма тапратнӑ. — Индеецсем тапӑнаҫҫӗ-и? — терӗ Пойндекстер. Кӳрӗр, сӗнӳсем парӑр, юлташсем, тунӑ йӑнӑшсене тӳрлетмелле пирӗн! Академирен тухсан вӗсем хӑйсен хыҫҫӑн пыракан акӑлчансем ҫине, мулкачсенни пек вӑрӑм шӑллӑ, усӑнса тӑракан бакенбардлӑ ҫынсем ҫине тепӗр хут пӑхса илчӗҫ те — кулса ячӗҫ; хӑйсен гондольерне, кӗске пиншакпа кӗске панталон тӑхӑннӑскерне курсан — кулса ячӗҫ; кӑвакарнӑ ҫӳҫне пуҫ тӳпине купаласа ҫыхнӑ сутӑҫӑ хӗрарӑма курсан — унчченхинчен те хытӑрах кулса ячӗҫ; юлашкинчен пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ те — каҫса кайсах кулса ячӗҫ, гондола ҫине ҫитсе ларсанах, пӗр-пӗрин аллине тытса, хыттӑн, хыттӑн чӑмӑртарӗҫ. Анчах вӑл чӗрӗ вӗт-ха. Чӗрӗ-и? — А! — терӗ те Зинаида ман ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ. Ҫавӑн пек ҫивӗч идейӑсемшӗн — вунҫиччӗ ҫеҫ ҫитнӗ ҫамрӑкпа тӗл пулни сиенлӗ, ун пек тӗлпулусем хыҫҫӑн идейӑсем мӑкалаҫҫӗ, ҫыннисем те усӑ илеймеҫҫӗ. Паллах, штатски ҫынӗсем те малалла шырама пултарнӑ ӗнтӗ, анчах вӗсенчен нумайӑшӗ хӑйсемпе пӗрле экспедицие пӑшал ҫеҫ илнӗ, нимле апат-ҫимӗҫ те илсе килмен. Эсир калаҫса чарӑнатӑр кӑна, вӑл хӑй сӑмахне пуҫарса ярать те вӗҫӗмсӗр калаҫать. Вӑл яланхи пекех — мӑйӑхне чӗтретсе, аллисене кӗсйине чиксе, картиш тӑрӑх ерипен утса кайрӗ. Эпӗ ӗнтӗ… пӗрре тимӗрҫӗ ӗҫне хӑнӑхнӑскер, ӗҫлеме пултаратӑп пулсан… яланах ӗҫлеме хатӗр, мӗншӗн тесен эпӗ халь — колхозник, чунтанах ӗҫлӗп… Вӑл та, подпоручик та пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑчӗҫ. — Пӗр самантрах тухатӑп, Ваҫили Андрейич, — тенӗ те Миките, килхушшинелле, тарҫӑсем пураннӑ пӳрт патнелле васкаса чупса кайнӑ; унӑн кӗҫе тӗп тытнӑ ҫӑматтисем вӗлтлетсе пыни кӑна курӑнса юлнӑ. А-ха! — Айван эс, ухмахскер! — терӗ вӑл пӳлӗнсе, — хӑвна ху телей тупасшӑн мар, — вара каллех Марьянӑна кӑтӑклама пикенчӗ. Вӑл пуҫлӑх умӗнче тем пулсан та намӑс курасшӑн мар, Лена кӗске ответсем Васютина килӗшӗҫ, тесе шутлать. Ҫак ыйтусене сӳтсе явнӑ ӗнтӗ сеттльментре пурӑнакан военнӑйсемпе штатскисен канашлӑвӗнче; ку канашлӑва Индж фортӗнче пит васкаса пуҫтарнӑ, председателӗ форт командирӗ пулнӑ. Тепӗр кун ирпе ҫулҫӳревҫӗсем хум ҫапнине илтрӗҫ. — Хапха умӗнче пурне те ухтарма тытӑнчӗҫ! — терӗ Самойлов. — Ай, Лена кукӑр-макӑрсем тӑвать, ултавпа Воропаева тытса илесшӗн, ӗнен ӗнтӗ мана, Юрочка! — терӗ Варвара, Юрие аллинчен хыттӑн силлесе. Берсенев ӑна килӗшет; вӑл унӑн ӑшӑ туйӑмӗсене, унӑн ӗмӗчӗсен тасалӑхне ӗненчӗ. — Вӑл манӑн ӗҫ, — терӗ вӑл, Швабрин енне ҫаврӑнса. — Эсӗ ытлашши пӑркаланса, ытлашши ӑсла персе ан тӑр, арӑму-и вӑл санӑн, арӑму мар-и, эпӗ акӑ ун патне кампа кӗрес тетӗп, ҫавна илсе кӗртетӗп. — Акӑ эпӗ мӗн калатӑп, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ палламан ҫын, ӑна вӑйлӑ аллипе, ҫул ҫинчи турата илсе пӑрахнӑ пекех, ҫӑмӑллӑн айккинелле сирсе. — Эпир bis кӑшкӑрсан, эсир мӗншӗн bis юрламарӑн? Тепӗр чух эпӗ пурнӑҫран кайнӑ питех те пысӑк ҫынсем, наукӑна хӗн-асап курнисем, ӑсчахсемпе паттӑрсем тата вӗсен тӗлӗнсе каймалла сӑмахӗсем ҫинчен шухӑшлатӑп. Мӗнле пит-куҫ! Вӗсем тата мӗнле те пулин укҫа шыранӑ-и? терӗ. Гусевсӑр пуҫне унӑн ҫакӑ ҫутӑ тӗнчере урӑх никам та ҫук. Ҫак самантра Лантенак хайне Гальмало илсе тухнӑ вӑрттӑн ҫулпа типӗ вар хушшинче тӑчӗ. Суккӑр Колчо хӑй ҫинчи тумтирне хывса пӗтӗмпех ҫакӑнта ҫыхнӑ иккен: фески те, вӑрӑм сюртукӗпе сӑрӑ шӑлаварӗ те паҫӑр хӑй ҫинчехчӗ-ха. Темиҫе шӑна самантрах, лӑпкӑ тапхӑрпа усӑ курса, унӑн тути ҫумне ҫыпҫӑнса тулчӗҫ. Анчах вӑл тӗлӗнмерӗ. Ҫӑрттан мучи, ассӑн сывласа, сулахай урине аллипе сӑтӑрса илчӗ. Вӗсем мӗнле пӑхса тӑнине лайӑх астӑватӑп. Вӗсенчен пӗри кӗскӗ хӳреллӗ лаша ҫине утланнӑ, брезент витрине ҫапкалантарса пырать — ахӑртне лаша шӑварма анать пулас. «Килтех» терӗ те жидовка, лаша валли пӗр алтӑр тулӑ илсе тата рыцарь валли пӗр пысӑк кружка сӑра тултарса тулалла васкарӗ. «Хуть ыранах». Хирӗҫ вӗрекен ҫил ҫула май ҫаврӑнчӗ, тӳпере куҫакан катрам пӗлӗтсем вӑл чылай вӑхӑт ҫак енчен вӗрсе тӑрасса пӗлтереҫҫӗ. Ҫав хӗллехи юр та хӑйӗн таса ҫивиттийӗпе витсе хума пултарайман чыссӑр ҫурӑкра, ҫырма тӗпӗнче, шыв йӗнӗ пек чӑмпӑлтатнӑ хушӑра, йӗпе тутӑр таткисем ҫат та ҫат тутарнӑ хушӑра сӑмахланисем, ҫав вӑрттӑнла япала ҫинчен, мӗнпур йӑхсемпе халӑхсем те ӑҫтан тухни ҫинчен ҫавӑн пек намӑссӑррӑн, усаллӑн халлапласа илнисем мана хӑратса йӗрӗнтеретчӗҫ, кӑмӑл-шухӑша хам йӗри-тавра йӑлӑхтарса, хупӑрласа тӑракан «романсенчен» аяккалла тӗрте-тӗрте яратчӗҫ; Мӗнле ӗҫ пултӑр вӑл? — Сыв пул! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Шурочка янӑравлӑ сасӑпа. Говэн хӑйӗн отрячӗпе ӗнер кунта килнӗччӗ, анчах сасартӑк хӑрушӑ хыпар ҫитрӗ: старик — вӑл вӑрҫӑ ӗҫне лайӑх пӗлекен ҫын — тавраран ҫаврӑнса, кӗтмен ҫӗртен Доль ҫинелле килме пуҫланӑ иккен. Ыран алҫырӑвӗ Ленинграда Обкомӑн культпроп пайне каймалла. — Мана шкултан кӑларса ячӗҫ. Чӑтма ҫук ҫилӗ килнипе тата тискеррӗн хӗпӗртенипе Марийка пӗтӗм ӑшчикӗпе чӗтренсе те силленсе илчӗ. Малта инҫетре темле ял чиркӗвӗн тӑрри, ҫуртсем курӑнаҫҫӗ, вырсарникун пулнӑ май хохолсем килтех лараҫҫӗ иккен, апат пӗҫереҫҫӗ — ӑна пур ҫӗрте те мӑрьесенчен тухса пӗтӗм ял ҫийӗн витӗннӗ шӗвӗ кӑвак тӗтӗм сийӗ тӑрӑх ӑнланса илме пулать. Атӑл ҫинче карӑнтарнӑ парӑссемлӗ баржӑсем курӑннӑ, унта-кунта пулӑҫсен «чунҫиен» текен киммисем вӗлтлетсе иртнӗ. Вӑл хӑй хуйхине чӑтса ирттерейместех — начаркка вӑл. Тӑрсан-тӑрсан тин вӑл тавӑрса калас вырӑнне авалхи юрра хуллен тӑсса ячӗ: Пирӗн ялсенче нумай чипер хӗрсем,Ҫӑлтӑр пек ҫунаҫҫӗ вӗсен куҫӗсем. Амӑшӗ шухӑша кайрӗ. — Кӑна эсир, Ливси, пӗтӗмпех каласа кӑтартнӑ! — кӑшкӑрса ячӗ сквайр. — Е эсӗ, Гокинс. Огнянов хӗрпе кашни хут курнӑҫмассерен уйрӑлнӑ чух ытарайми пулчӗ, вӑл телейлӗ иккен. Ӑҫта кӑна ӗҫлемен эпӗ, пур ҫӗрте те комсомол комитетӗнчи учёт ӗҫӗ — сӗм вӑрман, пӗр цифрине те ӗненмелле мар. Анчах сурантан сӑрхӑнакан юн унӑн питне пӗтӗмпех хупласа хунипе ниепле те палласа илме май ҫук. Ҫул ҫинче кунта каласа пама тивӗҫлӗ событисемпе приключенисем пӗрре те пулмарӗҫ. — Япалӑрсене сирӗн кунтах хӑварасчӗ, — терӗ тахӑшӗ тӗттӗмрен. — Амантрӗҫ, ваше благородие! Давыдов, ним калама аптӑраса темиҫе минут хушши чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тарӑхса кайрӗ: — Ну тата, шуйттан пӗлсе ҫитертӗр! Этем кӳлеписен чӗрӗ картин чӑрмавӗнчен хӑтӑлса, ирӗке тухнипе хӗпӗртенӗ тейӗн, янӑравлӑраххӑн та хаваслӑраххӑн чупса кайрӗҫ маршӑн таса та уҫӑ сассисем Ромашова хирӗҫ. — Мӗн чухлӗ канлӗх сахал, ҫавӑн чухлӗ вӑл сахалтарах кирлӗ пулать. Нумай каҫа юлса таврӑна пуҫларӗ Рита хӑйӗн хваттерне. Асаплӑ чунӑм, телейсӗр пуҫ, — ҫывӑр. — Агроном тетӗр? Кӑнтӑрла иртни пӗр тӑватӑ сехетре ватӑ Том курӑк ӑшӗнче выртакан темле япалана тупрӗ. — Ҫавӑнпа… ҫавӑн пирки… мӗншӗн тесен… Чӗлхем ҫыхланса ларчӗ, урӑх пӗр сӑмах та калаймарӑм, ҫак усал учитель ҫулталӑк хушши пӗр чӗнмесӗр ман ҫине ыйтуллӑн пӑхас пулсан та, эпӗ ҫаплах урӑх пӗр сасӑ та кӑларма пултарас ҫуккине туйрӑм. Пӗлместӗп, килӗшӗн-ши эсӗ манпа, савнӑ тусӑм, анчах кирек епле пулсан та, санран тархасласа ыйтатӑп: ху мана юратнине хисепе хурса, эпӗ чӗре чухне те, эпӗ вилсен те (турӑ пире уйӑрма шут тытас-тӑк) — нихҫан та апла тумӑп, тесе сӑмах пар. — Эпӗ вара Ямка патне кӗретӗп. Вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене пытарассишӗн текех тӑрӑшмарӗ. Эпӗ унӑн шухӑшӗсене, кӗнеке ҫинчи пекех вулама пултаратӑн. Катя Ленинградрах юлнӑччӗ, эпӗ пӑшӑрханаттӑм ун пирки. — Сана мӗншӗн лартнӑ тата? — тӗпчеме пуҫларӗ Черняк ханша сутуҫинчен. Пӑх-ха чӳречерен. Ун патне ҫитме тата виҫӗ миль ытларах утмалла. Арлӑ пурнӑҫра темле вӑрттӑнлӑх куракан ҫынсем кӑна мӑшӑрланаҫҫӗ, ҫав ҫынсене ҫав вӑрттӑнлӑх турӑ умӗнче кивҫенре тӑратнӑ пек тӑратать. — Туя мӗншӗн чӗнмерӗн? — ҫиеле тухас тесе, ҫаплах хӑпма пӗлмерӗ Огарнова, анчах Лена, ун ҫине ҫаврӑнса пӑхмасӑр, урӑх пӗр сӑмах та чӗнмесӗр, Корытов кабинетне подноспа кӗрсе кайрӗ. Вӑл лайӑх мар пулатчӗ… Анчах эсӗ тата пӑртак тӳссе пурӑнсан, — акӑ хӑвах курӑн, ҫав пурӑнӑҫ санӑн кӑмӑлна кайӗ. Сирӗн ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Тепӗр икӗ сехет иртрӗ. Хум-шав вӑйлӑлансах пырать. Ҫапла, вунҫиччӗри хӗр мар пулин те, Трухачевекий унран йӗрӗнсе тӑман: ҫапах та вӑл начар хӗрарӑмах мар вӗт, чи кирли тата — хаклӑ сывлӑхшӑн хӑрамалли кунта нимӗн те ҫук. Кунта пурӑнатӑп-ха! — терӗ вӑл, мӑйӑхне турткаласа. Эпӗ телей шырарӑм, тен, вилӗм тупӑп. Ҫакна вӑл хӑюллӑн, хӑраса тӑмасӑр, шӑп вӑхӑтра турӗ; тинӗс орудийӗсемпе ӗҫлеме пӗлекен ҫын унӑн пултарулӑхӗнчен тӗлӗннӗ пулӗччӗ. Протестантсен хаҫачӗпе Богоров пӗлтерӳне ӑҫтан туптӑр вӑл? Огнянов шкул патнелле утрӗ, шкулӑн хӗвеланӑҫ енчи хӳми урлӑ сиксе каҫрӗ. Сана витресем тӗплесе ҫӳрекен тамбовски ҫынни туса янӑ. Пирӗн пӗчӗк пӳлӗме — подвалта пурӑнаттӑмӑр — хӑна ертсе килет. Асӑннӑччӗ ӗнтӗ, Динго ҫынпа тараватах мар. — Пирӗн, Ҫӗр ҫинче, телей тени, ахӑртнех, хӑвна ху манӑҫтарни… — Мана та пирус пар-ха, ырӑ ҫыннӑм. — Пурте ӑнланӗҫ-ха! — терӗ Власова унӑн кӑмӑлне ҫӗклентерес шутпа. Ӑна хирӗҫ Жак Паганель:— Ку сул Юмбелран Лос-Анжелос хулине каять, — тесе тавӑрса та хучӗ. Урам пуҫламӑшӗнче ҫиллӗ пулнӑ, ҫулне те вӗҫтерсе лартнӑ, ял варринчех лӑпкӑ, ашӑ, пӑхма та аван пулнӑ. Артиллери салтакӗсем, пӗр 20-ӗн пулӗ ӗнтӗ вӗсем, пӳрт кӗтессинчен пӑрӑнса иртнӗ ҫӗрте тӑраҫҫӗ. Пурте тесаксемпе, ытти хатӗрсемсӗрех вӗсем. — Мӗншӗн? — Ывӑнма пӗлместӗр эсир, пӗрмай ура ҫинче, — терӗ Озеров. Лайӑх ишекен пулсан та ун урлӑшне ишсе каҫма йывӑр килӗччӗ. Вӑрман ҫулӗ сулахаялла пӑрӑннӑ тӗле ҫитсен, Алексей сасартӑках чарӑнчӗ те хытса тӑчӗ. Вилӗ ӳтне кимӗ ҫине леҫсе хурсан, чеченец пиччӗшӗ ҫыран хӗррине пырса тӑчӗ. Ӑҫта та пулин кайсан ырӑрах пулмӗ-и? — Ҫапла, — терӗ ученый. — Унта тырӑсем ӑшӗнче ҫухалса кайма пулать. Игнат турӑшсем ҫине кӑмӑлсӑррӑн пӑха-пӑха илнӗ, ассӑн сывласа:— Каллех хӗр пулӗ-ши? — тесе шухӑшланӑ. Лось кӳлӗ патне палланӑ сукмакпа утать. Вӑл, кӑкӑрӗпе чӳрече ани ҫине йывӑррӑн выртнӑскер, хӑйне ҫынсем аяккалла тӗртсе яма пикенсен те, шавламан, ятлаҫман, хулпуҫҫипе чавсисене хуллен кӑна хускатнипех вӗсене аяккалла сирсе янӑ. — Паллах, ҫӳлелле. Пирӗн ҫул тӳремӗ улшӑннӑранпа ҫур сехет яхӑн иртрӗ, малалла та ҫак майпах пырас пулсан, эпир ҫӗр ҫине пырса тухатпӑрах. Вӑл хӑҫан та пулин кулянӗ, анчах ун чухне, тен, кая пулӗ. Виҫҫӗмӗш звено атаки ӑнӑҫлӑ пулмарӗ. Анчах калавӑм манӑн вӑрӑмах пулмасть. Ку питех те кулянмалла ӗҫ пулчӗ те, анчах… Артур пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Лятьевский, куҫӗсене ялкӑштаркаласа, маузерне тасатать, пӑшал ҫӑвӗпе сӗрсе хунӑ пайӗсене питӗ пӗлсе, вӑрт-варт тыткаласа вырнаҫтара-вырнаҫтара лартать. Аллине яка карлӑк тӑрӑх шутарса, кӗпер ҫийӗпе утрӗ. Урӑхла пулма пултарайман та-и, тен, вӑл. Мӗншӗн тесен, общество тени пур енчен те йӗркеллех маррине курса тӑраканскер, хӑй пуҫне ҫавӑракан шухӑшсене, обществӑллӑ стройӑн юхан-суранӗсене пӗтерес тӗлӗшпе реформӑсем тума кирли ҫинчен шухӑшланисене вӑл моральпе политика наукисен шкулӗнче вӗрентекен профессор пекех ҫӑмӑллӑн та уҫҫӑн каласа пама пултарайман, ҫитменнине шухӑшӗсем те йӗркеллех пулман ун, йӑлт пӑтрашӑнса кайнӑ. Юриех, ӗҫпе тенӗ пек — плуг тӗренӗсем тумалли тимӗр пирки ыйтма тесе — шыраса тупрӑм хайхине, урисем ҫине пӑхатӑп та — вӑл ҫӑматӑ тӑхӑннӑ. — Унтан вара мӗнле? — О, юрамасӑр. Пурнӑҫа туса ҫитерсен, ҫав ачасем ун чухне кулак ачисем пулмӗҫ вара. Каялла килме килӗшеҫҫӗ пулсан, хӗрарӑмсем пысӑк урапа ҫинче те силленсе пӗтмеҫҫӗ! Темиҫе кун каярах эпӗ пурӗ те пилӗк минутлӑха, Александра Петровнӑна кӗнекисене тавӑрса памашкӑн кӑна, кӗнӗччӗ, шантаратӑп сире, ку вӑл юлашки хут пулӗ. Трактир ӳсӗрсен шавӗпе янӑраса тӑнӑ. — Вӑл сирӗнтен нумай аслӑрах-и? Самантсеренех «Керенский» хушамата асӑнчӗҫ, ун ҫумне тем те пӗр хуша-хуша каларӗҫ. — Ну, хуҫа! — пуҫне сулчӗ Костя. 1837 ҫулта Пулковски обсерваторин директорӗ — В. Я. Струве астроном Вега ҫӑлтӑрӗн инҫӗшне виҫсе пӗлнӗ. Нумай вӑхӑт кайсан вӗсем лутра вӑрмансенчен иртрӗҫ, ҫав вӑрмансен ешӗл-хура тумӗсене вырӑнӑн-вырӑнӑн качака мӑйракин шурӑ йывӑҫҫисем хупӑрласа тӑраҫҫӗ, ҫав йывӑҫсен ҫимӗҫӗ пылак та уҫӑлтарса яракан сӗткенлӗ пулать. — Кирлӗ мара калаҫатӑн, Полька, — пӳлчӗ ӑна Яков. Лага тӑтӑшах шыва пӑрахса тӑчӗҫ. Ама ҫури нихӑҫан та манпа анне ҫинчен калаҫмастчӗ, ун ятне те нихӑҫан та асӑнман пек туйӑнать; ҫавӑ пит те ман кӑмӑла каятчӗ, аҫа ҫурине хисеплеттермелле пекех туса хуратчӗ. Паян ирхине 5 сехетре чӳречене уҫрӑм та ман пӳлӗме ҫурт умӗнче ӳсекен чечек шӑрши ҫапрӗ. А эсир кам пулатӑр? Сана интереслӗ мар вӑл. Вунӑ минутран ҫӗмӗрсе тӑкнӑ кӑмака тӗпӗнче тимӗр алӑк курӑнса кайрӗ. Ҫав вӑхӑтрах инкеке лекнисен кӗрешӳ хатӗрӗсем пӗтсе килеҫҫӗ: вӗсен мӗн пурӗ те пилӗк заряд ҫеҫ юлнӑ. Юрать хам туртса илтӗм. Омельченко казака арестантшӑн ҫирӗм пилӗк шомпол ҫатлаттарнӑ, лайӑх сӑсӑрлантарнӑ вӑл ӑна. Ротнӑйсем кӗҫӗн офицерсене хаяррӑн ҫавӑра-ҫавӑра илеҫҫӗ те каса-каса лартаҫҫӗ, кӗҫӗн офицерсем ниҫта шӑнӑҫми сӑмахсене этемле мар ирсӗрлӗхне ним тӗлли-паллисӗр лаплаттара-лаплаттара хураҫҫӗ, ятлаҫнипе сассисем тытӑннӑ унтер-офицерсем тискеррӗн ҫапӑҫаҫҫӗ. Тепӗр тесен, ҫапӑҫаканӗсем пӗр вӗсем кӑна та мар. Хурахсене йышӑнмастпӑр хамӑр хулана, султан тӑшманӗсем кирлӗ мар пире!» — тесе кӑшкӑрса тӑнӑ, тет. Ҫамрӑк ҫын пекех хастарлӑ та вӑйлӑ маркиз ыттисемпе пӗрле танах ӗҫлерӗ: иксӗлми вӑйпа ыттисене тӗслӗх кӑтартса, пӗренесем сӗтӗрчӗ, чулсем йӑтрӗ; ҫав тискер этемсемпе хӑйпе пӗр тан ҫынсем пекех шут турӗ, ҫав вӑхӑтрах вӗсен хаяр та сума сунине юратакан господин пулчӗ. Вӑл нихҫан та сассӑр кулмасть, е питӗ шухӑшлӑн пӑхать, е янӑравлӑ, уҫӑмлӑ, илӗртӳллӗ сасӑпа каҫса кайса кулать. Сэм Митчелӗн кайма вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫарансене лайӑхрах суйласа илес тесен, унӑн кӗтӳ пуҫӗнче пырас пулать. Урама, пӗтӗмпе тенӗ пекех, йышӑнса выртакан тата миҫе ҫул ӗнтӗ ҫынсем ун хӗррипе хӳмесем ҫумне аран-аран ҫыпӑҫкаласа иртсе ҫӳрекен лачака ҫумӗпе казачка пырать; вӑл ҫара уран, ҫурӑм хыҫне пӗр ҫӗклем вутӑ йӑтнӑ, кӗпине ҫӳле ҫӗклесе шурӑ урисене кӑтартса пырать; сунартан таврӑнакан казак ӑна шӳт туса: «ҫӳлерех ҫӗкле, намӑссӑр», тесе кӑшкӑрать те пӑшалӗпе тӗллет, казачкӑн вара кӗпе арки аллинчен вӗҫерӗнет, вут-шанки ӳкет. Ывӑлӗ, теҫҫӗ, ывӑлӗ пулин? Кайран калаҫӑр. Мӗн иртенпех халӑха каштасем патне хӑваланӑ. — Ну, ан суй, — пӳлсе хунӑ ӑна Базаров. Унӑн чунӗ Цимбал патне, йывӑрлӑхсене пӗрле тӳссе ирттернӗ ҫын патне, туртӑнать. Берсенев кулса ячӗ. Савельич ун ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ те: — Ҫул ҫинче ҫухатрӑм! тетӗн. Ҫамрӑк хуҫа майри ача тунӑ хыҫҫӑн начарланса пӗчӗкленсе юлнӑ, анчах йывӑр ҫын чухнехи пекех чаплӑн та ерипен утса ҫӳрет. — Манӑн ӗненес те килет сире, хаклӑ Паганель, — терӗ Гленарван. Ним те мар!» Томӑн чӑтма ҫук табак туртас та усал сӑмахсем калас, ӗҫсе ӳсӗрӗлес килсе кайрӗ. Ҫак чӑтӑмсӑрлӑх ӳссех пычӗ, часах ҫынсем умӗнче хӗрлӗ шарф ҫыхса мӑнаҫланса ҫӳрес май пуласси ҫеҫ ӑна йӗркелӗх картинче тытса тӑчӗ, ахальтен вӑл пӗрлешӳрен тухса каятчех пулӗ. Анчах нимрен ытла ҫак уйрӑмлӑх вӗсем виҫҫӗшӗ те вырӑсла та, французла та питӗ лайӑх калаҫнинче, кашни саспаллие уҫӑмлӑн каланинче, кашни сӑмахпа предложение педант тӑрӑшулӑхӗпе вӗҫне ҫитернинче палӑрать. Ҫак минутра хӗвел пӑхрӗ. Унӑн ҫутӑ пайӑрки матросӑн тискер питне ҫутатрӗ. Ултӑ ҫул ӗлӗкрех мана пӗри ҫупса ячӗ, ҫав тӑшман манӑн халӗ те пурӑнать-ха, — терӗ. — Вӑл часах килет… Анчах, нимӗн пытармасӑрах калас пулать, пӗр сехет иртнӗ хыҫҫӑн манӑн ытла та хавхаланса кайни пӗте пуҫларӗ, нервӑсем лӑпланчӗҫ, вара эпӗ каллех шухӑшпа Ҫӗр варринчен ҫӳлелле хӑпартӑм. — Эсир телейлӗ, — терӗм эпӗ Грушницкие, — сирӗн малтан пемелле! — Пӗлетӗп. Полли мӑнаккӑшӗ питӗ пысӑк хуйха ӳкпӗ, унӑн кӑвак ҫӳҫӗ йӑлтах шуралса кайнӑ пек пулнӑ. — Анчах пӗлсе тӑтӑр Гаррис мистер — эпир никамӑн харпӑрлӑхӗ те мар. Халӗ ӗнтӗ мана алӑ парӑр, — сирӗн аллусем решетке витӗр кӗме пултараҫҫӗ, манӑн ытла пысӑк. Вӑл ҫурт пысӑках мар сӑрт ҫинче, ансӑр та чухӑн урам вӗҫӗнче пӗр-пӗччен ларатчӗ; унӑн стенисенчен пӗри тахҫанхи пушарпа пушанса юлнӑ вырӑна тухатчӗ, вӑл пушӑ вырӑнта тӗрлӗ ҫумкурӑкӗсем питӗ вӑйлӑн ӳссе кайнӑччӗ; армути, куршанак, ут-хӳри, бузина тӗмӗсем хушшинче чул ҫурт ишӗлчӗкӗсем мӑкӑрӑлса тӑратчӗҫ, ҫав ишӗлчӗксем айӗнче пысӑк подвал пурччӗ; унта килсӗр йытӑсем пурӑнатчӗҫ, ҫавӑнтах вилетчӗҫ. Ман сӑмаха Том хӑлхана та чикмерӗ. Марьинӑран килекен ҫул вӑрман тавра ҫавӑрӑнса каять. Ун ҫинче ҫемҫе, ӗнертенпе урапа та, ура та перӗнмен тусан выртать. — Арӑмна калас мар-и? — куҫне хӗссе ыйтрӗ шӑллӗ. Джемма пӗр чӗнмесӗр ура ҫине тӑчӗ: Клюбер аллине кӗлентӗр пек тытрӗ, Джемма ӑна хӑй аллине пачӗ — вара вӑл, чаплӑн утса, трактир патнелле кайрӗ; апатланнӑ вырӑнтан кайнӑҫемӗн ун утти, кӗлетки пекех, чаплӑланнӑҫемӗн чаплӑланчӗ. — О, ҫук, ҫук… Вӑл вӑхӑтра эпӗ вӑрманта пулатӑп, хаттӑран ниҫта та тухмастӑн… Хӑш-пӗр чух унӑн куҫӗсем хуралса килеҫҫӗ, ун пек чух вара вӑл малта пыракансене те курмасть, йывӑҫсем ҫине пыра-пыра тӑрӑнать. — Ӑна манасси манман та-ха, — терӗ Умрихин пуринчен те, чӗлӗме ҫаплах-ха хӑй аллинчен вӗҫертмесӗр. Кусем мӗне пӗлтернине вӑл часах чухласа илчӗ, анчах сӑнасарах пӑхнӑ хыҫҫӑн, пӗри Аннушка, тепри Шубин хӑй пулнине палларӗ. Полина диван ҫинче, пӗр урине теприн ҫине хурса ларнӑ, хӑрах уринчи чӑлхи пӑра пек пӗтӗрӗнсе аннӑ, унӑн ҫивӗч куҫӗсем яланхи пек мар ҫаврака пулнӑ, пичӗ хӗп-хӗрлӗ пулса, юнпа тулса пынӑ. — Чӗрӗ юлнисем ӑҫта кирлӗ унта тарса пӗтрӗҫ. Акӑ вӑл. — Апла вара нимӗн тума та ҫук!.. Хӗнесе пӗтернӗскер, аран килне ҫитрӗ. Тӑваттӑмӗш кун эпӗ материка шаларах кӗрсе курма шутларӑм. Кӗтмен ҫӗртенех эпӗ хамран аллӑ ярдра ҫӳлех мар сӑрт ҫинче вырӑнта пурӑнакан ҫынсен ушкӑнне асӑрхарӑм. Хамӑн умри гранит стена ҫине ҫапӑнса манӑн юлашки ӗмӗтӗм те саланса кайрӗ. Пӗр вӑрӑ-хурахӗ пӳртрен чупса тухрӗ те, ҫунакан вутпуҫҫи илсе кӗчӗ. Ненец ответлерӗ. Цихен 1618 ҫулта Арнгеймпа Ван-Димен ҫӗрӗсене ҫурҫӗр енче уҫать. Вӑл мана чӑтмалла мар кӑтӑклантаракан ӗҫе туса пӗтерсен каларӗ: — Хӗрӗх икӗ шӑрпӑк туртса кӑлартӑм, тусӑм, ан ман, мухтанма пултаратӑн! Кӳрӗр-ха хам малтан кӗрем эппин. — Пилӗк сехете яхӑн. Эпӗ хытах шанса тӑратӑп: санӑн ҫӗнӗрен строя тӑрас ӗмӗтӳ часах пурӑнӑҫа кӗрет. — Ун пирки именме кирлӗ мар… — хӳтлевлӗн каланӑ Медынская. Каҫ пулса ҫитейменччӗ-ха, анчах йывӑҫсен хушшипе шухӑшпа ҫӑмӑл мӗлкесем сӗмленкелесе ҫӳретчӗҫ ӗнтӗ. А ман старик грексен сӑмахне те ӑнланнӑ пек пулатчӗ, карамара та калимера тесе мӑкӑртататчӗ. — Мӗне пӗлтерет ку? — шухӑшланӑ вӑл. — Ҫынсем — хӑйсем пурнӑҫ пулмасан, мӗн-ха вӑл апла пурнӑҫ? Ку вӑл такмак мар вӗт, чӑн-чӑн юрӑ. Вӑл сире ытла та хытӑ юратса пӑрахнӑччӗ, яланах акӑлчан хӗрӗ Джемма ҫинчен калаҫса манӑн тинкене илетчӗ. Асса кайнӑ вут питӗ хӑвӑрт ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ. Вӑл кивӗ хура сюртук тӑхӑннӑ, сюртукӗ унӑн ансӑр хулпуҫҫийӗ ҫинче ҫекӗлрен ҫакса янӑ пек ҫакӑнса тӑрать тата Мойсей Мойсеич савӑнса е хӑраса пӗр аллине тепӗр аллипе ҫатлаттарса илмессеренех унӑн аркисем кайӑк ҫунатти пек сулкаланаҫҫӗ. Пухӑннисем ҫурма уҫӑ люк ҫинче мӗн ҫырнине вуласан тата ытларах хумханса ӳкрӗҫ; каскӑчпа ҫырнӑ: «Петербургран 21-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫсе кайнӑ». Анчах «Дунканӑн» тӳрлетмеллисем чылаях пулчӗҫ. Демка Ушаков, крыльца умӗнчен Любишкин ҫине пӑхса тӑраканскер, ахӑлтатсах кулса ячӗ: — Эсӗ капла ашак ҫине утланса Ерусалима пырса кӗрекен Исус Христос майлах… Тӗттӗмленме пуҫласан, каҫ умӗнхи шӑплӑхра Шырланпуҫ хыҫӗнче пулемет хыттӑн та хӑрушшӑн шатӑртатрӗ. — Чухласа илтӗн эппин? — Макар аран палӑрмалла кулса илчӗ. Чарӑннӑ вырӑна темиҫе минутран Геркулес Бенедикт пиччене ҫавӑтса килчӗ — вӑл ҫутӑ хуртсем тытма кайнӑччӗ: ун пек ҫутатакан «кокуйо» ятлӑ хуртсемпе туземецсен вӗҫкӗн хӗрарӑмӗсем хӑйсен ҫӳҫне илемлетеҫҫӗ. Ҫавнашкал тӗрлӗ шӑна-пӑвантан мӗн чухлӗ юн юхтаратпӑр! Ала ку, Осип Никифорович!» терӗ Солоха. — Чи малтан, эпӗ сана мӗнле юратни ҫинчен. Эпӗ хама хӑварма пултаракан пӗр условие анчах ӑнланатӑп, анчах вӑл услови нихӑҫан та пулас ҫук. Катя аялалла пӑхса пире итлесе тӑрать. Гусев куҫӗсене уҫрӗ. Ҫаксем пурте вӗсене кайӑкла пурӑнакан ҫынсем майне кӗртеҫҫӗ, мӗншӗн тесен кайӑкла пурӑнакан ҫынсем ачисене ҫӗр ҫине ӳпне вырттараҫҫӗ е хӑйсен ҫурӑмӗсем хыҫӗнче йӑтса ҫӳреҫҫӗ, ҫакна пула вӗсен сӑмсипе пичӗ яланах лапчӑк пулать. Мӗн ӗҫ пур-ха Санинӑн ҫак хӗрарӑм ҫумӗнче? Офицер ҫӗтсе ларнӑ сасӑпа:— Хӑюсене илсе пӑрахма ыйтатӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ. — Апла пулсан, паллӑ мар-им вара, инкеке тӑрса юлнӑ ҫынсем ҫак документсене ҫырнӑ вӑхӑтра минутран минута хӑйсене индеецсем килсе тытассине кӗтнӗ. Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн такелажран юр ҫупкӑммӑн-ҫупкӑммӑн татӑлса анать, лӑпкӑн чашлатса ӳкет. — Вырӑн йышӑнӑр! Хапхаран ҫаврӑнса каяс вырӑнне вӑл, станицӑра пурте тунӑ пек, тӳрех чикенлӗх карти урлӑ каҫса тухрӗ. Вара хӑйӗн черкески ҫумне ҫыпҫӑннӑ чикенсене хӑйпӑтса пӑрахма та ӗлкӗреймерӗ, унӑн йытти, малалла чупса кайнӑскер, икӗ фазана шуйхатса та хӑпартрӗ. Пур фронтовик те малти ретре мар. Амӑшӗ кухньӑналла кайма тӑчӗ, анчах Николай ӑна сулахай аллипе хул айӗнчен тытрӗ те, столовӑйнелле ҫавӑтса кайса, ачашшӑн:— Кӑна сире мар, Софьйӑна калаҫҫӗ, — терӗ. Петлюровец юнашарах иртсе пынӑ хушӑра шухӑшласа тӑма вӑхӑт пур-и вара? — Комвзвод ӑҫта сирӗн? Луиза регуляторсен сассисене палласа илчӗ. Ситанов тӑрӑшса ӗҫлесе е Лермонтов стихӗсене тетрадь ҫине ҫырса, чӗнмесӗр лапкӑн ларатчӗ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм пушӑ вӑхӑтне ҫав ҫыра-ҫыра илессипе ирттеретчӗ, эпӗ ӑна: «Сирӗн укҫа пур вӗт, кӗнекине илмеллеччӗ сирӗн», тесессӗн, вӑл ответлерӗ: — Ҫук, хам алӑпа ҫырса илсен луччӗ! — терӗ. Акӑ мӗн тенӗ ҫав ҫырура: «Депутат гражданин! Июлӗн пӗрремӗшӗнче, шӑпах ҫыран хӗрринчи тинӗс шывӗ ҫӗкленнӗ вӑхӑтра, «Клеймор» ятлӑ ҫар карапӗ тинӗсе тухать, унӑн батарейине куҫа курӑнмалла мар туса пытарса хунӑ. Вӑл Франци ҫыранӗ хӗррине пӗр ҫынна антарса хӑварать. Ун паллисем акӑ ҫакӑн пек: ҫӳллӗ старик, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ, аллисем аристократсенни пек ҫемҫе, тумланасса хресченле тумланнӑ. Пампассенчи мӑйракаллӑ выльӑхсем питӗ йӑваш кӑмӑллӑ, хӑйсен Европӑри тӑванӗсем пек, мӗнле те пулсан хӗрлӗ ҫӗтӗк татӑкне курнипех сехӗрленсе ӳкмеҫҫӗ. Анчах та тасатаканни — эпир, чухӑнсемшӗн параканни — эпир, вӗсене пӑхаканни — эпир… Хӑвах шутласа туп ӗнтӗ: мӗншӗн пирӗн тахшин ҫӗтӗкне сапламалла, ҫӗтекенни хамӑр пулмасан? Мардохай Тарас патне ҫывхарчӗ, ӑна хулпуҫҫирен лӑпкарӗ. «Эпир тата турӑ та ҫапла тӑвас тесен, ӗҫ вара кирлӗ пек пулӗ», терӗ вӑл. Кладовӑйра тытса хупнисенчен вӑл та Зельцер ҫеҫ юлнӑ. Пружина ҫине пуснӑ ӗнтӗ, ҫавӑнпа каллех хӑрушӑ пӑтӑрмах пуҫланать. — Ҫыран хӗрринче, — куҫарса пачӗ тухтӑр. Тепӗр тесен, ун чухне эпӗ ку хыпарсене хӑлхана та чикмерӗм. — Ҫук-ҫке, эпӗ шӑпах ҫавӑн ҫинчен калатӑп. Ҫирӗм минутран Гольштинине ҫитрӗмӗр. Хура Ура йӑхӗнчи индеецсен ачисем мӗн авалтанпах тӑмран ҫав ҫӗршывра пурӑнакан чӗрчунсене пурне те тума юратнӑ. Ку тӗлӗшпе эсир ан пӑшӑрханӑр! Вӑл чӗнмерӗ. Развалихин тухрӗ. Кам йӑхӗнчен тухнине шутласан, эпӗ — герцог. Ҫакна илтсен, Джимпа иксӗмӗрӗн те куҫ-пуҫ чарӑлса кайрӗ. Сковородников та, тӑван мар атте те, Даша инке те анне вилнине хӑнӑхса ҫитнӗ ӗнтӗ! Гусев Машӑна Петербурга, хваттерне ҫити ӑсатса ячӗ, ҫав кунранпа ун патне пырса ҫӳреме пуҫларӗ. Тилхепене илет те, хӑш чухне сехечӗпех тытса пырать, эпӗ вара мӑнаҫланса ларатӑп та ҫутҫанталӑк ҫине пӑхса савӑнса кӑна пыратӑп», — тесе мухтанать Щукарь мучи казаксем умӗнче. Иконостассем ҫырма заказ илнӗ чухне Ларионыч унпала сӑмахлать, — вӑл икона ҫырмалли подлинниксене пит аван пӗлет, хӑватсем тӑвакан иконӑсен — Феодоровский, Смоленский, Казанский тата ытти иконӑсен хаклӑ копийӗсем пурте ун алли витӗр тухаҫҫӗ. Вӗсене тӗрлӗ майпа икшерӗн, виҫшерӗн, пилӗкшерӗн, ултшарӑн та пӗрлештерсе пӑхатӑп, анчах нимӗн те тухмасть. Эмексиз вырӑн ҫинче канлӗн выртакан хӗр ҫине ҫаплах куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑчӗ. Вальӑпа калаҫнӑ чухнехи туйӑм ман пата калле ҫаврӑнса килчӗ, вара ҫакна нянька куҫне хупса юрлакан ҫак тунсӑхлӑ юрра итлес мар тесе, чумран тухса каяс патнех ҫитрӗм. Пӗлмен-курман хӑрушлӑх ҫывхарса килнӗ. Пурте шартах сикрӗҫ. Мунчаран тавӑрӑнсан вӑл шукӑль тумланатчӗ, манишкӑ тӑхӑнатчӗ, мӑйне косынка ҫыхатчӗ, атлас жилет ҫинелле вӑрӑм кӗмӗл вӑчӑра кӑларса яратчӗ те ним чӗнмесӗр тухса каятчӗ, мана тата Павӑла хушса хӑваратчӗ: — Каҫ пулнӑ ҫӗре мастерскоя тасарах пуҫтарӑр; пысӑк сӗтелне ҫуса, хырса тасатмалла! Ҫак лагерьте пур ҫӗрте те ӑнланса илме ҫук хускалу пурри палӑрать, анчах ҫав хускалу пӗтӗмпех пӗр тӗллеве, ҫакӑнти этемсем хушшинче пуҫ пулса тӑракан пӗр шухӑша пӑхӑнни сисӗнет, Вазуза патнелле ҫывхарнӑҫемӗн лагерьти хускалу, шӑв-шав вӑйлӑлансах пырать. Сулӑ пирвайхи приливпа ҫыран хӗррине ҫитеймесен, тепӗр приливчен пӗр вырӑнта чарӑнса тӑма кирлӗ пулать терӗ. Енчен эп художник пулнӑ пулсан, ҫакӑн пек икӗпитленнине курса савӑннӑ пулӑттӑм. Унтан вара Марья Васильевна патне иртрӗ, Нина Капитоновна чӗрне вӗҫҫӗн пускаласа столовӑйран таврӑнчӗ. Вӑл ытла та илемсӗр: хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, типшӗм, лутра пӳллӗ, кӑштах чалӑшрах аяклӑ. — Сана ӑҫта капла лектерчӗҫ вара? — васкаса ыйтрӗ Давыдов, крыльца ҫинчен анса тата сывлӑх сунма та манса кайса. Степан, парсамӑр-иҫ кунталла карҫинккӑна. — Укҫи ӑҫта? — ыйтрӗ вӑл, пӑртманет ӑшне пӳрнипе хыпашласа. Хуларан ҫынсем чупса пычӗҫ, пӗчӗк урапапа хаяр квартальнӑй пырса ҫитрӗ, шӑтӑка анчӗ те перӗнсе вилнӗ ҫыннӑн пальтоне уҫса ӑна питӗнчен пӑхрӗ. Шӑппӑн-шӑппӑн сӑтӑркаларӗ Шурочка Ромашов пуҫӗпе питне; лешӗ тутисемпе ун аллине шыраса тупсан вара, вӑл хӑйех ывҫине йӗкӗт ҫӑварӗ ҫумне хӗстере-хӗстере тытрӗ. Пӗтӗм чун ыратса пӗтрӗ. — Тивет… Хушамачӗ мӗнле вара унӑн? Воропаев ӑна ӗне туянасси ҫинчен хӑй хӗлле калаҫнисене аса илтерсен:— Тупнӑ килте ӗҫлекен хӗрарӑма!.. — тесе мӑкӑртатрӗ вӑл. Ҫав икӗ палачах ун вӗҫне ярса илеҫҫӗ. — Хӗрсем те сире питӗ кӳренеҫҫӗ, — терӗ амӑшӗ. Алексей таҫта Мускавра ыткӑнса ҫӳренӗ; Куҫҫульпе йӗпеннӗ питне Варя унӑн сарлака кӑкӑрӗ ҫумне чикрӗ. — Нимӗн те каламан, Чезаре. Вӑл пӗртте айӑплӑ мар. Хӗрарӑмсем ушкӑнӗпех урӑх ҫын тумне тӑхӑннӑ эсэсовеца сӗтӗреҫҫӗ. — Эпӗ кун пирки пач та шухӑшласа пӑхман, пӗлместӗп те. Чим-ха, мӗн лайӑххи пурччӗ-ха? Халех пыратӑп. Хӑш чухне тата кӗнекеҫӗсем пыркалатчӗҫ: мӑн хырӑмлӑ та хӑрах куҫлӑ ҫын Пахомий, ҫуланса пӗтнӗ ваткӑллӑ сӑхманлӑскер, шӳсе кайнӑскер те нӑрӑклатса ҫӳрекенскер; шӑши пек яка, пӗчӗк старик Лукиан, ӑшӑ кӑмӑллӑскер те ҫивӗчскер, унпа пӗрле кучер йышши, пысӑк салху ҫын, хура сухаллӑскер пыратчӗ, кӑмӑла каймалла мар кичем, анчах та хитре сӑнлӑскер, пӗртте выляман куҫлӑскер. Туземецсем табу хунӑ европеецсемпе калаҫмарӗҫ. Путакан ҫын улӑм пӗрчинчен те пулин ярса тытать. — Каҫару ыйт! — тет вӑл. Ӑнланма тӑрӑшса Аэлита куҫӗсене хупрӗ, Лосьран ҫурӑмӗпе тӗршӗнчӗ. Халь вӑл ҫакна чӑн-чӑнах кӑтартса парӑп тесе хавасланать. Акӑ ҫакна тата ҫакна ил, — терӗ вӑл, ӑна хӑй ҫӗҫҫипе револьверне парса. Ҫак фактран ниҫта та пӑрӑнаймӑн. — Пур, анчах заводсем вырсарникун ӗҫлемесӗр лармаҫҫӗ, рабочисем цехра сирӗн пек картла та вылямаҫҫӗ. Ҫӗрле… Урайӗнче ватӑрах, чее, вӑрӑ куҫлӑ, шӗвӗр янахлӑ хӗрарӑм, ханша сутуҫи ларать, ӑна сехетсем тата тӗрлӗ хаклӑ япаласем вӑрланӑ тесе айӑпланӑ. Ҫӗр ҫине аслӑ та янӑравлӑ ир ҫӗкленчӗ. Тӗттӗм уҫӑ аслӑксем ытла кичем те шӑп, пӗтӗм картиш тавра курӑнаҫҫӗ. «Тӑр, кайрӑмӑр! ан хӑра, пурте ҫывӑраҫҫӗ. Хамӑн алла лекмен вӑл! — Аннушка! Аннушка! Анна Сергеевна пуҫне сулса илчӗ. Джемма аллисем хуллен чӗркуҫҫийӗсем ҫине шуса анчӗҫ… Вӗсене Вильсон хӑратнӑ-мӗн. Ҫимелӗх те пулин ҫӑкӑр тупас тесе, хресченсем ҫав татӑксем ҫинче пӗр хавассӑр тӑрмашса вӑхӑта сая янине те сахал мар курнӑ вӑл. Кун пек вӑрах ҫӗрле каҫхи кӗлӗ пулма пултараймасть. — Мӗншӗн санӑн укҫа ҫук тесе калас мар. Эпӗ темӗн чухлӗ чул катӑкӗсемпе пӗрле йӑванса аннӑ, мана пӗр пӗчӗкҫӗ чулӗ те ҫапса лапчӑтса пӑрахма пултарнӑ; ҫапах та чулсем айне пулса вилмен пулсан ҫав чулсенчен пӗр пайӗ хампа пӗрлех аннӑ пулмалла; ҫавӑн пек хӑрушӑ майпа шуса аннипе эпӗ юнланса тӑнран кайса, тӳрех пичче аллисем ҫине кӗрсе ӳкнӗ… — Ҫавӑн пек нервнӑй чир вӑл, — терӗ вӑл ҫемҫен кулса. Павел чӑнах та урӑх ӑруран, Тоня халиччен нихӑҫан та ҫывӑх паллашман урӑхла ҫынсен йышӗнчен. Адриан унпа, вӑл хӑҫан та пулсан кирлӗ ҫын пулӗ тесе, часах паллашнӑ, вӗсем вара, пӗр килти хӑнасем пулса, сӗтел хушшине пӗрле кӗрсе ларнӑ. Выльӑхсем ҫине хисеплесе пӑхатӑп та, ҫапла шутлатӑп: эппин, ҫынсене те ӑс-тӑнпа усӑ курма вӗрентме пулать. Вӑл юханшыв хӗррине каякан аслӑ ҫулпа мар, аяккинчи сукмакпа пырать; сукмакӗ куккӑшӗн гасиенди патӗнчен ҫывӑхри сӑрт тӑрринелле — Леона тӑрӑхӗнчи анатри пӗртен-пӗр тӳпемелле хӑпарса каять. — Тӑрӑшсан кирек мӗнле ӗҫе те ҫӗнтерме пулать. Вӑл мана пушшех те хытӑрах кӑшкӑрать: «Вӑрҫӑра! — тет. Ун умӗнче Хура тинӗс ҫап-ҫуттӑн сарӑлса выртать; аякри хӑмӑшлӑхра чайка кӑшкӑрать; Апат ҫиме кӗрсен, халь эпӗ савӑнмастӑп та, пӑшӑрханмастӑп та Мими, Сен-Жером, хӗрачасем вырӑс учитель мӗнле япӑх атӑ тӑхӑнса ҫӳрени, Корнаков князь хӗрӗсен кӗписем пӗрӗм-пӗрӗм аркӑллӑ пулни тата ытти ҫинчен сӳпӗлтетни мана ӗлӗкрех чунтанах йӗрӗнтеретчӗ, кунашкал сӳпӗлтетнӗшӗн уйрӑмах Любӑпа Катьӑран йӗрӗннине пытарма та тӑрӑшмастӑмччӗ, хальхинче ҫак йӗрӗнӳ манӑн ырӑ ӗҫсем патне туртӑнакан ҫӗнӗ туйӑма пӑсаймарӗ. Хула ҫыннисем, моряксем, колхозниксем, ҫар ҫыннисем, ачасем — пурте ташлаҫҫӗ, юрлаҫҫӗ тата ыталашаҫҫӗ. Хӗллехи ҫӑлтӑрсен айӗнче хулан пушӑ урамӗсемпе ҫӗрле утса ҫӳренисем манӑн шухӑш-туйӑмӗсене ӳстерсе ячӗҫ. Местечкӑ вилсе выртнӑ тейӗн, йытӑсем те пулин вӗрмеҫҫӗ. — Никам та юлман, подьячисем кӑна, — терӗ Гриша. Мирошин киле таврӑнманни иккӗмӗш эрне ӗнтӗ. Пурте алӑ ҫупса ячӗҫ, урисемпе тӑпӑртатма тытӑнчӗҫ, чӑн-чӑн тӑвӑл ҫӗкленчӗ, король пуҫне каҫӑртрӗ те мӑнаҫлӑн кулса ячӗ. — Эпӗ вӑрӑ мар! Монтанелли ку сӑмахсене хытӑ сасӑпа каламарӗ анчах ҫилленнипе ун сӑнӗ шуралса кайрӗ. Шурӑмпуҫ килнӗ чухне, пӗчӗк ҫӑлтӑр сӳнсе ларнӑ пек, сисӗнмесӗр сӳнсе ларчӗ ман шӑллӑм Коля. — Тыткӑнта эппин, пурпӗрех тыткӑнта!.. Вӗсем океан ҫинче, карапӗ кӑнтӑрла та, ҫӗрле те ишет, матроссем юрлаҫҫӗ. — Мӗнле? — ним пӑшӑрханусӑр ыйтаҫҫӗ лешсем. — Пичче, сире темӗнле шухӑш пӑшӑрхантарать пулас, — тесе ыйтатӑп унтан, вӑл час-часах труба витӗр пӑхкаланине курса. Кам пурнӑҫа малалла кайма кансӗрлет, кам хӑй валли лӑпкӑ пурнӑҫ е хисеп илме ҫынсене укҫалла сутать, ун пеккине пӗтерсе пырас пулать. Малта — икӗ вырӑнлӑ уҫӑ кӳме, кӳме ҫинче хӗвелпе йӑлтӑртатакан хулӑн эполетсемлӗ генералпа полковник ларса пыраҫҫӗ. Ку вӑл — студентсем валли! — тетчӗ. Вӑл часах Яковпа ҫывӑххӑнах туслашрӗ те, темле пӗтӗмпех вӗреме, пӑлханма тытӑнчӗ, чирлӗ куҫӗсене тек-текех пӳрнисемпе шӑлкаларӗ. Фоман пичӗ тӗксӗмленнӗ, куҫӗсем ҫаврашкаланнӑ… — Корытовшӑн эсир, Леночка, ту пекех тӑратӑр. Вӑл пӗтӗм чунӗпе, уяр кун пек ҫутӑ та таса хӗр ҫинчен шухӑшлать, анчах ҫакӑн чухне те хӑй умӗнчен кайма пӗлмен сӑн-сӑпата хӑваласа яма пултараймасть. — Эсир мӗн тата, господин Кирсанов? — ярса илчӗ Ситников. Банда йӗрӗ Славута вӑрманӗсене кӗрсе ҫухалать. Эпир санпа лӑйӑхах пурӑнма тытӑнӑпӑр, Аркаша; хӑвна йӑлӑхтармасан, эсӗ мана хуҫалӑх енӗпе пулӑшса пырӑн. Мӗнле намӑс мар сана? — Хирӗҫсе пурӑннинче мӗнле усӑ пултӑр-ха унта, — мӑкӑртатса илчӗ Яков, шпионпа калаҫма тытӑннӑшӑн ӳкӗнсе. «Пӑх-ха тата, — калаҫать, идиот…» Пурте канаҫҫӗ, тем ҫинчен шухӑшлаҫҫӗ, хӗрлӗ ҫулӑм мӗлкисем сиккелекен хӗрес ҫине пӑхкала-пӑхкала илеҫҫӗ. «Полис» мӗнле япала? Анчах аттен телей пулмарӗ — пӗррехинче ҫӗрле суллӑн малти вӗҫӗ ҫине пӑрахут пырса кӗчӗ, эпир, пурте шыва сиксе, пӑрахут урапи айне чӑмрӑмӑр; Пурте хӑраса ӳкрӗҫ; ҫӗр ҫинче пурӑнатпӑр вӗт — вӗлерме те пултараҫҫӗ. Марьянка ҫинчен вӑл, вӗсен ҫурчӗ еннелле тата хӑйӗн куҫхаршийӗсемпе пичӗ ҫине хӑвӑрттӑн кӑтартса, тутисене чаплаттарса тата пуҫне сулласа ӑнлантарса пачӗ. Яланах ҫапла тӑваҫҫӗ. «Мӗн тет вара вӑл?» — Акӑ сана Паша Власов!.. Мана, йӗркеллӗ улпут ҫуртӗнче пӗр-пӗччен, ҫирӗп йӑлана пӑхӑнса ӳснӗскерне, ҫак шӑй-шай, ҫак именӳсӗр, чӑрсӑр хаваслӑх, ҫак палламан ҫынсемпе халиччен пулманла хутшӑнни — йӑлтах пӑлхантарса ячӗ. — Маншӑн та-и? Ҫав макӑрнӑ евӗрлӗ янракан чан сассийӗ вырсарникунхи ир ҫутҫанталӑк шухӑша кайса тӳлек тӑнипе йӑлтах килӗшӳллӗ пек. — Мӗн ӗҫ пур вара ман ҫынсем ӗрчени ҫумӗнче? — салхуллӑн кулса илнӗ Фома. Анчах эпӗ пуринчен ытларах Библипе ӗҫлетӗп, унтан мӗн илмелли пур, кӗнеки хулӑн, хысна кӗнеки, синод пичетленӗ, ӗненме пулать! Чеслов тӑшмана аялтан атакӑлама шут турӗ. Ҫавӑн пек каҫсенчен пӗринче, Эвелина асӑрхаса та ӗлкӗреймерӗ, калаҫу каллех суккӑрӑн чунне пырса тивекен япаласем ҫине куҫрӗ. Ваше благородие, ут ман хыҫҫӑн. Малтанах вӑл пушмакпа, кайран ҫара уран утнипе урисем йӑлтах юнланса пӗтнӗ… — Эпӗ те паҫӑртанпах вӗсем ҫине пӑхатӑп, — терӗ Ванюша. — Выльӑхсем начар, лашасем те сиенленсе пӗтнӗ. Ҫурт-йӗрсем кивелнӗ, ӗҫлекенсем чӑн-чӑн наянсем пек курӑнаҫҫӗ; управляющий — те ухмах, те ултавҫӑ, — лайӑхах пӗлеймерӗм-ха. Ылттӑн — питӗ йывӑр металл: икшер ылттӑн чӑмӑрккисене пӑявпа ҫыхса пӗр-пӗрин хулпуҫҫийӗ ҫине йӑтса хуратпӑр — пӗр ҫын икӗ чӑмӑрккаран ытла йӑтма пултараймасть. — Суймастӑп, чӑн, — терӗ Паганель йӗрес пек. «Епле мӗн тума пултӑр? Ҫавна тӗл пулсан, Зеб пӗтӗмпех темле туртӑнкаласа илнӗ. Вӗсене иккӗшне те ҫавӑн пек пӳрнӗ пулать. Монтанелли пуҫне ҫӗклерӗ те йӗри-тавра пӑхса илчӗ. Иван Данилович — ырхан та пӗчӗкскер, шӗвӗр сухаллӑ та ҫинҫе саслӑ, хастарлӑ, кӑшкӑрма юратакан, пӑшатан пек ҫивӗч ҫын; Кӑкӑрне — чӗри тӗлӗнчен — чӗрнисемпе чикрӗ. Татьяна — нимӗнех те мар-ха, вӑл вӗт ӑна романра та юратса пӑрахнӑ, Ольга пур, ав, хӑй ролӗнчен тухса каять. Апла пулсан, вӑл, паллах, кӑнтӑр широтин 43 градусӗнчен 15 градусне лекме пултарнӑ. — Пӗлместӗп. Ну, ҫапрӑр та ӑна! Ыран вунпилӗк пин пулать. Горева хӗрелсе кайрӗ те ура ҫине тӑчӗ. Нимӗҫсене хӑваласа янӑ хыҫҫӑн, Камышина пилӗк кунлӑха Оля килсе кайрӗ; килсен ман патӑмра пурӑнчӗ, мӗншӗн тесен Ольӑсен пӳртне бомба аркатса тӑкнӑ. Полковник салтаксен куҫӗ умӗнче хӑйӗн чышкине кӑтартсах юнарӗ, Пӑвана часрах персе вӗлерме хӑй команда пачӗ. — Кам ҫапла тума пултарнӑ вара? Мана ҫав инкекрен ҫӑлса хӑварса, Огнянова вилӗмрен хӑтаракан ҫав пархатарлӑ ҫын кам-ши вара? Гусев ӑна инҫете каяссине пӗлтерчӗ, анчах ӑҫта — Маша пӗлмест, ыйтма шикленет. — Магеллан вӑт, сӑмахран, ҫитӗннӗ патагонецӑн пилӗкне манӑн пуҫ та аран-аран ҫитет тесе каланӑ. Сывах вӑл, Николай Иваныч, — терӗм эп шӳт тукаласа. Анчах ӑшӑм вӗресе тӑратчӗ хамӑн; — Эсир камсем ҫинчен калатӑр. — Австралине «укҫасӑр» килнисем ҫинчен. Вӑл пур — ман сехете туртрӗ-илчӗ, — ку ӗнтӗ эпӗ ӑна ирхи салам суннӑшӑн пулчӗ. Тепӗр ҫын хӑй ҫапла вӗт: ун ҫине пӑхатӑн та, вырӑнсӑр шухӑшсем хӑйсемех сирӗлсе каяҫҫӗ. Темӗнле ушкӑн пухнӑ вӑл, пире тем пӑтӑрмах тума шухӑшлаҫҫӗ пулас вӗсем. Вӑл пӗтӗм совет медицини мухтанма тивӗҫ ҫын пулма пултарнӑ… Хӑлхи ҫинчи бирюза хӑлха алкийӗ те, ҫӳҫӗсене тӗрлӗ тӗспе сӗрсе якатни те, ӳт-пӗвне ҫавӑрӑнӑҫлӑн хускаткалани те — ку тарҫӑ лайӑхланнӑ ҫӗнӗ ӑруран тухнӑ ҫын иккенне палӑртса тӑрать. Кашни ҫулах Ҫӗр ҫинелле темиҫе миллиард метеор анать. Маркитантка тепӗр хут ыйтрӗ: — Эпӗ сиртен: ку, кӗҫӗнни, миҫере, тесе ыйтатӑп? Мӗн эсӗ ӑна хӗре хыпаланӑ пек хыпалатӑн? Анчах юррӑн йӗркеллӗ юхӑмӗ витӗр хуллен каланӑ сӑмахсем илтӗнчӗҫ: — Команда парать… — Пурпӗрех ҫакӑнта вӑл! — терӗ Гленарван. — Вӑл пире кӗтет! Пысӑк курортӑн халӑх хӗвӗшекен канӑҫсӑр вырӑнӗнчен инҫетрине пула, кунтан садри аллейӑсемпе ҫулсем тӑрӑх ҫынсем уткаласа ҫӳренине курма, каҫсерен музыка итлесе ларма лайӑх. — Ав-ан мар! — ассӑн сывласа янӑ Ефим. Ыран каллех вуласа парӑн. Фратю господин, килӗшнӗ пек пулса, пуҫне сӗлтсе илчӗ, унтан малалла иртрӗ те хӗрарӑмсен мӑнастирӗ енне пӑрӑнса иртрӗ. Эсӗ кулянса хуйха ан ӳк, каях», — терӗ. Ӑҫта? — Ак тата сана! Павел киле ҫитнӗ ҫӗре эсир — эхе? Манӑн юрӑ ӑсти вун сакӑр ҫултан иртмен пулмалла. Студент ҫамрӑк чунӑн хӑйне уйрӑм хавхаланӑвӗпе — паллӑ мар пуласлӑх патнелле нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах ыткӑнаканскерпе ҫӗкленсе, хӗрӳллӗн калаҫрӗ. Таҫта ҫывӑхра мар хӗрарӑм юрлать, анчах ӑҫта тата хӑш енче — ӑнланма йывӑр. Анчах эпӗ каланинчен патша ҫывӑхӗнчисем ахӑлтатса кулса ҫеҫ илчӗҫ. Вӗсем короле тем пек хисепленӗ пулсан та, ун умӗнче манран кулмасӑр чӑтса тӑраймарӗҫ. Ну, юрӗ, ҫын евӗр пул эппин… анчах ҫын пулам тесен, трактире ҫӳрени луччӗ пулать пуль: унти ҫынсем, ҫапах, Софья ҫыннисенчен лайӑхрах… Федор хӑй хыҫӗнчен кантӑка хупрӗ, анчах чӳрече умӗнчен часах каймарӗ. — Ҫӗр чӑмласа пӑхмалла… Кӑкӑрӗнче — тӗлӗнмелле лӑпкӑлӑх, чӗри тикӗс тапать, вӑл ахаль япаласем ҫинчен кӑна шухӑшларӗ… — Ку ниме те юрӑхсӑр Печорина вӗрентес пулать! Сирӗн ҫӗрӗпех канмалла. Вӑл анасларӗ те лампӑна сӳнтерчӗ. — Анчах мана улталама ҫӑмӑл мар. Манӑн лайӑх шухӑш ҫапла ахалех сая кайрӗ… Пичке ҫинчен ан, пире капитан суйлама ан чӑрмантар. Эпӗ ӑна пӑхкалама тытӑнтӑм та тӗлӗнсех кайрӑм, унта Катя ашшӗ пурччӗ. «Ну, тух хӑшӗ те пулсан!» — терӗ вӑл. — Ман шухӑшпа, — терӗ вӑл ӑна, — патагонецпа калаҫмалли пирӗн нимӗнех пулмасть. Кирлӗ пулсан, эпӗ испанилле темиҫе сӑмах пӗлетӗп, ҫавсемпе калаҫкалӑпӑр, тата пурте ӑнланакан алӑсемпе те пӗрне-пӗри ӑнланма пулать. Мана ӗмӗр тӑршшипех ҫил вӗҫтерсе пынӑ темелле: пӗрре хӑяккӑн тӳнтерсе ярать, тепре пӗр-пӗр япала ҫумне ҫӗклесе ҫапать е тата таҫта ҫӑва патнех кайса тӑрӑнтарать… — Сан ӗҫӳ мар ку. Унран пусӑ тӗпнелле чӑнкӑ пусма анать. Ҫӗрулмине шавламасӑр кӑна ҫисе ятӑм та Валькӑна шырама пуҫларӑм. Хула мӗншӗн ҫакӑн пекех чухӑна тӑрса юлни ҫинчен Паганель сӑмах тапратса ярасшӑн, анчах Гленарваншӑн пулсан, ӑна пӗлме нимне те кирлӗ мар. Эсир арҫын та мар пачах. Озеровецсем Сухая Полянӑран тухнӑран вара чи малтан тӗл пулнӑ нимӗҫ ҫак машинӑри полковник пулчӗ. Ӑна урӑхран нимӗн те кирлӗ мар, мӗншӗн тесен унӑн пурте пур. Кӗр ӑшӑнма, — тенӗ старик. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те, кӑштах чӗтресе, тӗлӗнмеллерех кулса:— Юнлӑ эпӗ… — тесе хучӗ. Синопӑн хӑранӑ лаши кӗтӳрен вунӑ утӑмра кӑна пулнӑ. Тепӗр кун Хӗрлӗ Тӑрна каллех вӗҫне тимӗр лартмасӑр темиҫе ҫӗмрен йӗпписем туса хатӗрленӗ. Ҫавах пулчӗ ку! Большевиксем бандитсене — пысӑккисене те, пӗчӗккисене те — пӗтерчӗҫ, вӗсен йӑвисене вутпа пӗҫертрӗҫ, ҫавӑн хыҫҫӑн районри ялсенче пурӑнма лӑпкӑрах пулса тӑчӗ. Унӑн тачка тутисем сӗмсӗррӗн кулаҫҫӗ, пит-куҫӗ пӗтӗмӗшпех хӑйӗн туйӑмне, хуйхӑсӑрлӑхне, ырӑ кӑмӑллӑ маттурлӑхне палӑртса тӑрать. Тоня йӑл кулчӗ. Нихӑҫан та! Ӑна чӗнсе килме юрать-и? Акӑ мӗне аса илчӗ Дмитрий Санин кабинет шӑплӑхӗнче хӑйӗн кивӗ хучӗсене пӑхса ларнӑ чухне вӗсен хушшинче гранатран тунӑ хӗрес тупсассӑн. Ҫавӑн пек хӗрлӗ-и? — Апла пулсан, — терӗ кайран Гленарван, ҫилленнипе унӑн пичӗ кӑвакарчӗ, — Айртон пире кунта ҫаратас та вӗлерес тесе илсе кӗнӗ? Амӑшӗ, малалла мӗн пулассине кӗтсе, кухня варринче чарӑнса тӑчӗ. Кантрисем те, ялавӗсем те, хунарӗ те пур. Мӗн эсӗ? Хӑвала ӑна аяккалла, вӑл сан аҫу мар… Огнянов ҫырӑвне часах ҫырчӗ. Тӑхта-ха, тӑхта… Вӑл пуринчен те лайӑхрах пулать. Чӑнах, лайӑхрах. «Хӑрушлӑх пур-и вара, вӑл самайланмасть-и? — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Малтанласа вӗсем Огняновпа тава кӗнӗччӗ, анчах Огнянов хӑй сӑмахӗ ҫине тӑма пултарчӗ, хулара пурӑнас пирки тем иккӗленмелли ҫук тесе шантарчӗ. Малтан шутланӑ пек мар тухса каяс вырӑнне вӑл ҫӗрле, нумай пулсан ҫула тухса кайнӑ. — Кӗрсен юрамалла! — кӑвак тинӗс ҫинелле пӑхса тарӑн сывласа илчӗ вӑл. — Унӑн умӗнче эпир пурте ҫылӑхлӑ ҫынсем, пирӗн тӗрӗслӗх вара, таса мар ҫӗтӗк-ҫурӑк пекех. — Хӗстерӗр, ачасем, пирӗнни ҫӗнтерет! Юрать-и? Монтанелли ачана йӑпатать, пуҫӗнчен ҫупӑрлать, унӑн юратнӑ тимӗр шапи ҫине тӗлӗнсе пӑхать, ачана хитре юмахсем каласа парать. Онобшипе калаҫнӑ хыҫҫӑн тухтӑр ҫав полици йӑнӑшнипе кӑна ҫакланнӑ иккенне тавҫӑрса илчӗ Марко, Кралич хӑтӑлнӑ иккен-ха вӗсен серепинчен. Чӑнах та, Мак-Набс урӑхларах сӑмахсемпе ҫав канашах пачӗ, анчах вӑл кӑтартса панисем Вильсонпа Мюльреди панӑ сӗнӳрен пӗрре те уйрӑм пулмарӗҫ. Хӗрхенместӗн эсӗ вӗсене!.. Анчах, шуйттан илесшӗ! хама хам хуҫа тесе шутланӑ эп, халь ӗнтӗ эсӗ те ҫаплах шутлама пултаратӑн!.. пурнӑҫ шӑпи ӗмӗрте пӗрре кашни ҫыннах ҫапла калать: суйла! Вӗсем ҫур ҫӗр иртсен каяҫҫӗ. Сывӑ… Выҫӑ ҫамрӑксем хушшинче текех, ним тӗлне пӗлмесӗр — хӗрлӗ ҫӳҫлӗ, кукша, сарлака янах шӑммиллӗ, пысӑк хырӑмлӑ, ҫинҫе ураллӑ, тӗмӗн пысӑкӑш ҫӑварлӑ та лаша шӑлӗсем пек шӑллӑ, ҫавӑн пирки мӑшкӑлласа «Хӗрлӗ лаша» тесе ят панӑ этем сулланса ҫӳретчӗ. Ҫак лӑпкӑ ҫын Ганс, хӑй выртакан вырӑнӗ ҫинчен тӑрса кайнӑ пулсан, вӑл ахальтен мар, пӗр-пӗр пысӑк сӑлтав пулнӑ пирки кайнӑ. Ӗнер кунӗпе ывӑнса ҫитнӗ, вӑл пирӗн ӗҫре хӑй ҫинчен те манать вӗт, выртасса та кая юлса выртрӗ. Эпӗ вӑхӑт мӗнле иртсе кайнине те сисмерӗм. Ҫак ҫулсенче эсир ним чул та улшӑнман пекех… — тесе хунӑ. Ҫак тимӗр пек ҫирӗп те хӑюллӑ ҫын хӑй ас тӑвасса пӗрремӗш хут сасӑпа уласа йӗрсе ячӗ. Туршӑн та, суймастӑп. Тата ун умӗнче йӗрсе ярасран аран-аран чӑтса тӑчӗ. Шурӑ ут утланнӑ Соколов тухтӑр килнелле савӑнӑҫлӑн таврӑнать. Сире комиссара лартнине пӗлтеркен приказа ыран виҫӗ сехетре паратпӑр. Асамҫӑ ун аллинчен чечекне туртса илчӗ те, кӑштах пӗшкӗнсе, чечек ҫине темле шыв пӗрӗхе-пӗрӗхе, чылайччен темскер пӑшӑлтатса тӑчӗ. Иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта тӑракан турӑсемпе турӑ амӑшӗсем те манӑҫа тухман: астрономсем ҫӗнӗрен уҫнӑ кашни планетӑна е астероидах турӑ ячӗсене парса пынӑ. «Тӗреклӗ» сӑмаха асӑнсанах, Гаррис палӑрмаллах чӗрӗленчӗ те эрехне каллех ӗҫсе ячӗ, ӑна шӑршласа, сӑнаса пӑхма та тавҫӑрса илеймерӗ. Сулӑ патне ҫывӑха пыма кирлӗ мар сирӗн, эсир пире буксира ҫеҫ илӗр… Тархасшӑн, эпӗ сире вӗрен ывӑтса паратӑп. Аха-а… «И-их, шӑрши киревсӗр!» — мӗн пурри те ҫакӑ ҫеҫ тӑрса юлчӗ ӗнтӗ ҫынсем хушшинче ҫак этемрен………… Ҫавӑн пек пирӗн. Сасартӑк унӑн пуҫне пӗр шухӑш килсе кӗчӗ. — Акӑ эпӗ комсомол райкомӗнче ӗҫлеме ҫын та тупрӑм, вӑл — кунтисем, — терӗ Игнатьева Долиннике. Профессор кулса ячӗ. Том ӑна мӑйӗнчен ыталаса илме хӑтланчӗ, анчах хӗрача ӑна тӗксе ячӗ, пичӗпе стена патнелле ҫаврӑнса тӑче те татах макӑрчӗ. Унта вӑрҫӑ пырать-ха, эппин унта пирӗннисем иккен. Ку таранччен ҫанталӑк пӗрмаях типӗ те уяр тӑчӗ, анчах халь ҫумӑр пуҫтарӑнать пулас. Ҫӗртен пӑс ҫӗкленсе вӑрмана ним курӑнми тӗтрепе хупларӗ. Тепӗр сӗтел ҫинчен вӑл пӗрре сулнипех унти мӗнпур кӗленчесемпе стакансене вӑркӑнтарчӗ. — Ачам, итле, лешсем ан илтчӗр… — Арӑмӗ анчах. Вӑл мар, эпӗ «тинӗс прапорщикӗ» пулма экзамен парса тухнӑ тейӗн, унтан Гидрографически управленинче офицерсене хисеплес мар тенӗ мӑнкӑмӑллӑха хирӗҫ хӑйӗн тивӗҫлӗхне вӑл мӑнаҫлӑн чӑтса ирттернӗ. Яша вара, хутсемпе тӑрмашса ывӑннӑскер, хӗрарӑм хуралҫӑпа пӗрле кӑнтӑрлахи апат ҫинӗ, унтан вара сӑмаларан ӗне кӗлеткисемпе лаша кӗлеткисем тума тытӑннӑ. Кӗретӗп те — хумханнипе малтан Сталина та курма пултараймастӑп. — Чарӑн, чарӑн, чарӑн, — чарчӗ ӑна Городцов, аллипе сулса. «Халӗ ҫеҫ, каҫпа вунӑ сехетре, санӑн апрелӗн 3-мӗшӗнче ҫырнӑ ырӑ ҫырӑвна илтӗм те, хамӑн яланхи йӑлапа халех ответлетӗп. Власова ӑна питӗнчен пӑхрӗ, — Исай хӑрах куҫӗпе ывӑннӑ чухнехи пек чаркаланнӑ урисем хушшинче выртакан ҫӗлӗк ҫинелле тӗксӗммӗн пӑхнӑ, ҫӑварне темрен тӗлӗннӗ пек уҫса янӑ, хӗрлӗ сухалӗ аяккалла пӑрӑннӑ. Анчах ҫут тӗнчере пулма пултаракан ҫак пӗртен-пӗр телей маншӑн мар, ҫак хӗрарӑм маншӑн мар! Элле, пӑшалу хӑй тӗллӗн персе ячӗ-и? Чӑнах та, хуларан ҫӳлтех те мар, ҫӑра ҫулӑм-тӗттӗмре, вӗҫекен шӑрчӑксем курӑнса кайрӗҫ. Вӑл камӑн ҫӗрӗ ӑшӗнче пулни ниме те пӗлтермест. Ыйтса пӗл — авланман-и? Мӗнле пурӑнатӑн? — те. Мӗн шухӑшлатӑн? — те… Каҫпала ярмаркӑран тавӑрӑннӑ чухне, эпӗ сӑрт ҫинче Кремль стени патӗнче чарӑнса тӑраттӑм та, Атӑл леш енче епле хӗвел аннине, пӗлӗт ҫинче вут шывӗсем юхнине, ҫӗр ҫинчи юратнӑ шыв хӗрелсе те кӑвак тӗслӗ пулса пынине пӑхса тӑраттӑм. Тӑххӑрмӗш кунне Томпа ун юлташӗсем, шывсӑр аптранӑскерсем, тӑн ҫухатнӑ; вӗсене пулӑшма «Пилигрим» вӑхӑтра пырса ҫитнӗ. Вӑйсӑр ҫынсем хӑйсем тӗллӗн калаҫнӑ чухне хӗрӳллӗ сӑмахсене савӑнсах калаҫҫӗ. — Тӗлӗнмелле? — терӗ Гленарван. Карап тавра темӗнле йывӑр шӑршӑ — ҫӗрсе хӗрнӗ ҫулҫӑсен тата ҫӗрекен йывӑҫ тунисен шӑрши хӑпарать. Аминь». Пӳлӗме кӗҫех икӗ ҫын кӗчӗҫ: кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ, куҫлӑх тӑхӑннӑ карчӑк тата фрак тӑхӑннӑ ҫын; карчӑк, пукан ҫине ларса, пӗр вӑхӑтрах хӑйӗн сарӑ шӑлӗсене тата роялӗн икӗ тӗслӗ клавишӗсене кӑтартрӗ, фраклӑ ҫынни сӗрмекупӑсне хулпуҫҫи патне ҫӗклерӗ, темле сарӑ тӗслӗ куҫне хӗсрӗ те, сӗрмекупӑса сӗркӗчпе касса татрӗ, вара рояль хӗлӗхӗсен хулӑн сасӑллӑ юрри ҫумне сӗрмекупӑсӑн ҫинҫе, шӑхӑракан сасси хутшӑнчӗ. — Маттур ача эсӗ, Джим, — терӗ вӑл. Владимир Сучок патне Ермолайпа пӗрле кайрӗ. Абрамов ҫавӑн пекех ответ пачӗ: — Питӗ тӑвӑр! Салтакӗсем начарланса кайнӑ, пичӗсем кушӑрканӑ, ҫывӑрманнипе куҫӗсем хӗрелсе, кӳпчесе ларнӑ. — Гм, ыйтрӗ? Амӑшӗ ҫинчен вӑл, мӗн те пулин хирӗҫлесе каласран асӑрхаттарасшӑн пулнӑ пек, кӑштах сиввӗн, чаплӑн мухтаса калать; мӑнаккӑшӗ ҫинчен питӗ хӗпӗртесе, анчах хӑйне унран ҫӳлерехе хурса калаҫать; йӑмӑкӗ ҫинчен питӗ сахал каларӗ, ун ҫинчен мана калама вӑтаннӑ пек пулчӗ; хӗрлӗ ҫӳҫ ҫинчен вара хавхаланса каларӗ, чӑннипе вӑл Любовь Сергеевна ятлӑ, хӑй ҫулланнӑ хӗр, тахӑш енчен хурӑнташ тивнипе Нехлюдовсен ҫуртӗнче пурӑнать. Ривэра пуҫне силленӗ. Вӑл калани картинӑна йӑлтах улӑштарса пӑрахать. Вӑл вӗсене шӑлса типӗтрӗ, юлташӗсем ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ҫук, никам та курмарӗ пулас. Хӑратчӗ манран тата манпах мухтанатчӗ… унӑн команди ҫав тери хаярччӗ. Шуйттан та вӑл командӑпа тинӗсе кайма шут тытмастчӗ пулӗ. — Юратмасть пулсан! — куҫхаршисемпе тутине сиктеркелесе хаяррӑн каларӗ купца. Ун пирки халь кӑна Фелпс пиччене каларӑм. Кунашкал хӗҫпе эсӗ чип-чипер ҫыннах хӑратса вӗлерӗн. Питӗ аван! Эпӗ часах ҫывӑрса кайнӑ. Малалла мӗн пулнине пӗлместӗп. Паж мана нумаях хуралласа ларман пулӗ тесе шутлатӑп. Вӑл мана ҫывӑрнӑ вӑхӑтра ним те пулмасть тесе шутланӑ та сӑртсем хушшине кайӑк ҫӑмартисем шырама кайнӑ пулас. Эпӗ ӗлӗк те вӑл сӑрт ҫурӑкӗсем хушшинче аллине чиксе ҫӑмартасем шыранине тата унтан ҫӑмартасем туртса кӑларнине чӳречерен темиҫе те курнӑччӗ. Фома, ӑна итлесе, темӗнле сехӗрлӗх туйнӑ, старик сӑмахӗсенче кисренми ӗненӳ янӑранӑ, ҫак ененӗвӗн вӑйӗ Фомана пӑлхантарнӑ. Плац пушанса юлчӗ. Вӑл кунтан кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ еннелле. Аттине вӑл хыврӗ, сас туса Власовӑна кансӗрлес мар тесе, вӑл яланах ҫапла ҫӳрет. Унтан вара эпӗ санбата кайнӑ чух урапа ҫинче силленсе пытӑм; халь ӗнтӗ ялти мар, темле урӑх хӗрарӑм мана алӑрӑн тытнӑччӗ, юн тапнине пӗлесшӗн хыпашласа пӗрмаях:— Хуллентерех, хуллентерех, — тесе пычӗ. Тома штурвал патӗнчен кайма ирӗк пачӗҫ, вара Дик Сэнд каллех хӑй вырӑнне йышӑнчӗ. Ҫамрӑкӑн сӑн-питӗнчи хумханупа пӑшӑрхану тахҫанах палӑрми пулнӑ, вӑл халь урӑхлараххӑн курӑнать. Панталеоне кам та пулин ют ҫын килсе кӗресрен кондитерскин тулти алӑкне тухса хупрӗ, — телее, ҫынна ҫӳреме ир пулнӑ-ха. Тархасшӑн, ытлашши шала ан кӗр. Эсир ҫапла-и? — хӑйӑлтатса кӑшкӑрнӑ Фома. Адриан Прохоров тупӑкҫӑ юлашки ӑпӑр-тапӑр япалисене виле турттаракан урапа ҫине тиенӗ те, ырхан пар лаша Басманнӑйран Никитски урама тӑваттӑмӗш хут уттарнӑ: тупӑкҫӑ Никитскине хӑйӗн мӗн пур ҫурчӗ-йӗрӗпех куҫнӑ. Астӑваять-ши вӑл мана? Койотсем сасартӑк сиксе тӑрса, чӑтлӑхалла тарса кӗнӗ. Тепӗр свидетелӗ: «Эпӗ ҫӗҫҫине вӗлернӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫумӗнчех тупрӑм», — тесе каларӗ. Пурте ҫаплах каларӗҫ-ҫке, пурте! Лукашка лаши патне таврӑнчӗ, Оленин та ун хыҫӗнчен кайрӗ. Эсӗ баян калатӑн вӗт? Пӗтӗмӗшпе илсен, ҫамрӑклӑх тапхӑрӗнчи хамӑн ҫитменлӗхӗмсене майӗпен-майӗпенех пӗтерсе пыратӑп, хама пурнӑҫра татах та пайтах сиен кӳме пӳрнӗ тӗп ҫитменлӗхрен — уссӑр шухӑшлама юратнинчен кӑна ниепле хӑтӑлаймастӑп. Андрея вӗри сывлӑш килсе ҫапрӗ, сывлама йывӑр, пӑчӑ, ҫунӑк шӑрши кӗрет. Граната ҫыххи ярса илсе, Андрей сиксе тӑчӗ те, тӗллемесӗрех, ыткӑнса килекен танк айнелле вӑркӑнтарчӗ. Гранатӑсем ҫурӑлнӑ сасса илтмерӗ вӑл. Граната ҫыххине ывӑтсанах, тӳрех окоп тӗпне ӳкрӗ. Андрей вара, тӗлӗкри пек, кӑшкӑрашса калаҫнине илтрӗ: — Ак тамаша! Мӗн? Ку атте мар-ҫке? — Мӗнле-ха, эсир Миловидка ҫинчен илтнӗ, Бауша пӗлместӗр? Федюшка, аллине ӑййи тытса, пудель хыҫҫӑн хӑваласа каять, унтан сасартӑк хӑй лӗпсеке ҫӑмпа витӗнет те, хавассӑн вӗрсе Каштанка умне пырса тӑрать. Шкулта пӳлӗмсене сӑрласа шуратнӑ та — ӗлӗк таса мар пулнӑ пӳлӗмсене халь паллама ҫук, ун чухне чӳречесем витӗр нимӗн курӑнмастчӗ, мачча та хуп-хураччӗ. — Эпӗ… эпӗ… — теме пуҫларӗ Дик, вара ун куҫӗсем куҫҫулӗпе тулчӗҫ. — Ҫакнашкал кӑмӑллӑ калаҫу хыҫҫӑн — обязательно! «Эсӗр ман пата килтӗр пулас, кӗрӗр, атьӑр, кӗрӗрех», — тенӗ вӑл хашкаса. Ыран эпӗ кунта пулмӑп. Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн вӑл, хӗл кунӗн мӗнпур ырлӑхне кӑтарасшӑн пулса-тӑр, картинӑна чӗрнипе шаклаттарса илчӗ. Тепӗр темиҫе утӑм кайсан, Лукашка чарӑнчӗ, кӳлленчӗк ҫинелле пӗшкӗнсе пӑхрӗ те шӑхӑрса ячӗ. Пӗрре ҫӗрле сахӑр завочӗн аслӑ служащийӗсем, поляксем, пурӑнакан урампа килне таврӑннӑ чухне Шудика пӑшалпа пенӗ. Вӑл ҫӗмӗрӗлчӗ, эпир ӑна эсир пулӑшмасӑр юсама пултараймастпӑр. — Ҫапла, сэр, — терӗ боцман. Революци чи кирлӗ ӗҫсене тума пултарчӗ: ытла чухӑнлӑха хирӗҫ вӑл икӗ хӑрушӑ майпа кӗрешрӗ — ассигнацисем кӑларчӗ тата таварсене пӗр евӗр хак хурса тухрӗ. — Эпӗ санран йӑх-тӗпӳ пирки ыйтатӑп… Монтанелли пукан хыҫӗ ҫине тӗренсе, темиҫе минут хушши ним чӗнмесӗр, Риварес ҫине пӑхса ларчӗ. Эпир яланах турӑмпуҫ еннелле, пурнӑҫ ҫуралнӑ еннелле, ҫутӑ еннелле пӑхма тивӗҫлӗ. — Эдуард, апла пулсан, пире хӑвӑрӑн замока кӑтартӑр, — терӗ ӑна хирӗҫ Элен. Хӑй арпашса кайнипе, тӗрлӗ йӑнӑшсем тунипе те ӑна сахалах мар хисеплекен пулчӗҫ. — Темӗн, ман шанчӑк пӗтрӗ ӗнтӗ. — Эпӗ сире пулӑшма хатӗр, Анна Сергеевна. — Чӗрене хӗсет те хӗсет!» Эсир, тен, курӑр та-ха, эпӗ вара — ҫук. Тата халӗ — пурте юлташсем. Пуш япала та киревсӗрлӗх ҫеҫ пулса тухать, факт! «Молот» хаҫатӑн виҫӗ экземплярӗ кун каҫиччен мӗнпур килсене ҫитсе ҫаврӑнчӗ, каҫ пулнӑ ҫӗре вара вӗсенчен ҫупа вараланса пӗтнӗ, нӳрелсе, сӳсленсе кайнӑ татӑк-кӗсӗксем кӑна тӑрса юлчӗҫ. — Мӗн кирлӗ, сержант? Пӗр палланӑ сасӑ мана ҫак ӗҫрен татрӗ — палланӑ сасах ӗнтӗ, чипер янравлӑ та хулӑнтарах, самантлӑха эпӗ хама саплӑклӑ йӗм тӑхӑннӑ пек туйса илтӗм. — Анчах мӗн тӑватпӑр-ха эпир, турӑҫӑм! Santissima Mаdonna! — кӗтмен ҫӗртен ҫинҫе сассипе кӑшкӑрса ячӗ вӑл, хӑйне ҫӳҫӗнчен тытса. Эпӗ ҫыхса хума хушнӑ пулсан, манӑн сӑлтав пулнӑ. Эпӗ ыйтнипе утрав пуҫлӑхӗ Цезарпе Брута паллӑпа кӑтартса ман патарах ҫывхарма ыйтрӗ. Ката патнелле ҫитес чух ӑна темле сасӑсем илтӗнчӗҫ те, ирӗксӗрех ҫаврӑнса пӑхрӗ. Эсир тата?.. — мӑкӑртатрӗ старик куҫҫульне кӑтартса. Анчах та Фома халӗ ӗнтӗ хӑй нимех те калас та, тӑвас та ҫуккине лайӑх ӑнланнӑ. Вара вӑл пӗр шухӑшласа тӑмасӑрах ҫапла каларӗ: — Атте пек эпӗ. Вӗсем ӑна кашни чечекшӗн, кашни вӗҫен кайӑкшӑн, кашни шӑрчӑкшӑн та кӑткӑшӑн тӑрӑшакан турӑ хунӑ пулӗ тесех шутларӗҫ. Бойчо ура ҫине ҫӗкленсе тӑрсан, ун мӑшӑр куҫӗнчен куҫҫуль юхса анни палӑрчӗ. Унӑн пичӗ халь яланхи пек мар шуранка, вӑл хытӑ пӑлханни палӑрать… Юр ҫинчи шурӑ палаткӑсем, ҫунана кӳлӗннӗ йытӑсем, тир атӑ, лапсӑркка ҫӗлӗк тӑхӑннӑ улӑп пек пысӑк ҫынна ӳкерсе хунӑ пек курӑнакан сӑнсем каллех манӑн куҫ умне тухса тӑчӗҫ. «Ҫаксем пурте манпа хампа пулсанччӗ» шухӑшларӑм эпӗ. Ҫав карап ҫинче, вилӗме хирӗҫ пӑрсемпе пӗрле ерипен шӑвакан карап ҫинче унӑн капитанӗ, хӑйӗн мӑшӑрӗ патне вӗҫленмен ҫыру ҫыракан, ҫырса пӗтереймен капитан пуласчӗ манӑн. Ҫывӑрма выртсан вара — ӑна хӑйӗн пурнӑҫӗ нихҫан та ҫакӑн пек пӗччен те кичем пулман пек туйӑнчӗ. Тепӗр кунне ун ҫинчен пӗтӗм совет халӑхӗ, ирӗклӗхе юратакан пӗтӗм этемлӗх хаҫатсенче вуласа савӑннӑ. Кун ҫинчен пурте калаҫнӑ, мӗншӗн тесен Шурӑ Кашкӑр аслӑ ҫулпуҫ пулнӑ, вӑл хӑйӗн арӑм ывӑл ача ҫуратса парассине тем пекех кӗтсе пурӑнни ҫинчен пурте пӗлсе тӑнӑ. Чӑнахах та манӑн пичче, гений мар пулсан та, — манӑн… пулма пултарать-и вӑл? Ҫӗрӗ лӑпкӑн иртрӗ. Канма тухса киличчен пӗр виҫ-тӑватӑ минут малтанрах кӑна пӗр нимӗҫ батареи, тепле ӑнсӑртран пулас, пирӗн передовойне темиҫе снаряд ывӑтса пӑхрӗ. Пьеса тата сехет ытларах пычӗ, анчах Марья Николаевнӑпа Санин часах сцена ҫине пӑхми пулчӗҫ. Пӳрте вӑл кондитерскирен мар, хыҫалти крыльцаран кӗчӗ. Мана курас тесех хуларан чиркӳ патне пит нумай халӑх пыра-пыра кайрӗ. Ятарласа шутлама лартнӑ ҫынсем шута илни тӑрӑх унта ҫӗр пин ҫын ытла пырса курнӑ. Тата хам шутпа вунӑ пин ҫынтан кая мар ман ҫине хӑпарса курчӗҫ. «Тапранӑр!» — тесе кӑшкӑрчӗ вӑл ямшӑксене. Ку вӑл пӗтӗмпех — киле илсе пыни пулать, килтен илсе тухни мар. Бэла сак ҫинче ларатчӗ, пуҫне кӑкӑрӗ ҫинелле уснӑччӗ. — Пӑхма ҫивчӗ, чухлакан ҫын пек туйӑнать, анчах ҫапӑҫура мӗнлине — курӑпӑр. Манашкал хевтесӗр, ниме тӑман хурт-кӑпшанкӑ та (вӑл мана ҫапла каларӗ) этем евӗрне яракан ҫав тери усал шухӑшсене пуҫра тытма кӑна мар, вӗсене ӑслӑ, тӑрлавлӑ тесе шутланинчен шалтах тӗлӗнсе кайрӗ. Вӑл ҫав ишӗлтерекен машинӑсен ӗҫне пула хӑрушӑ юн тӑкӑннисемпе ҫӗршыва ҫӗмӗрсе ҫаратса хӑварнисем ҫинчен эпӗ ним пӑлханмасӑр лӑпкӑ каласа панинчен пит тарӑхса кайрӗ. Вӗсене пӗр-пӗр усал, хаяр гени, этем йӑхӗн тӑшманӗ, шухӑшласа кӑларма пултарнӑ, терӗ король. — Аван! — терӗ Софья, пирусне туртса. Эпир пӑшӑлтатса, шавласа, чӑлантан чупса тухрӑмӑр. — Есть, полка строя тӑратмалла, генерал юлташ! — терӗ Озеров. Жид майри кашни хӑпартушӑн оҫмушка эрех парать. — Ну, паллах! — тесе пулчӗ ӑна Гленарван. Вӑл Егор патнелле утса пычӗ — леш ӑна хирӗҫ чӗлхине кӑларса кӑтартрӗ. Эпир карташӗнче икӗ йытӑ пек тӳпелешсе хӑтлантӑмӑр; кайран вара эпӗ анаталла анса кайнӑ ҫӗрте хытӑ курӑксем ӑшӗнче ларса, калама ҫук ӑш вӑрканипе, макӑрса ярас мар тата кӑшкӑрса ярас мар тесе, тутана ҫыртса лартрӑм. Виҫҫӗмӗш — тӑванӗ — Иван, учительски институтра вӗреннӗ те, унта интернатрах пурӑнать, киле праҫниксенче ҫеҫ тавӑрӑнкалать; вӑл — пӗчӗкҫеҫ, таса тумланнӑ, ҫӳҫне яп-яка тураса хунӑскер, ватӑ чиновник евӗрлӗ ҫынччӗ. — Пирӗн ишев пӗтиччен эсир чӑн-чӑн моряксем пулса тӑратӑр ак. Ҫав ҫунашкапа каҫченех выляса йӑпанать, ҫитес кук ӑна ҫӗнӗ вӑйӑ-кулӑпа илӗртсе кӗтсе илет. Йывӑрри ним те ҫук унта: бракланӑ икӗ вӑкӑра сутатпӑр та — укҫа пулчӗ те. Вӑл юрӑра тимӗр пек ҫирӗп хастарлӑх янӑрарӗ, ҫынсене пуласлӑх патне каймалли вӑрӑм ҫула чӗнсе, ҫав ҫулӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен тӳррӗн каласа пачӗ. Эпӗ, тӑванӑм, юмахсене юратсах каймастӑп, анчах ку — юмах евӗрлӗ. — Курӑн акӑ. Шыв патнех анса ҫитсен, Гленарван касса тунӑ паллӑсем ҫине пӑхса, капланнӑ шыв чакма шутламанни ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах, тепӗр енчен, шывӗ урӑх хӑпармасть пек туйӑнать. Шыв хытӑ юхса тӑни ҫырмасенчи шывсем чылаях пӗрпекленсе ҫитменнине кӑтартать. — Хӗнӗр ӑна! Ну, эсӗ, ӗҫсе пар-ха! Хӗрарӑмсем хула урамӗсем тӑрӑх ним чӗнмесӗр утса уялла тухрӗҫ, кунта вара икӗ рет ватӑ хурӑн хушшипе тӑсӑлакан сарлака, шӑтӑк-шатӑклӑ ҫулпа юнашар утса кайрӗҫ. — Ну, халӗ выляма тӳр килет, величество пулнӑ хаклӑ ҫыннӑмӑр, — унччен виҫӗ кун ҫеҫ юлчӗ, — тет герцог. Анчах алӑк уҫсанах тӗлӗнсе кайрӗ: шалта ҫапса хӗснӗ пек тӗрӗксем пухӑннӑ. Мана пӗрмаях вӑл пӗр-пӗр япала чертить тума, тӗрлесе, картла выляма пӑрахса, темскер урӑх, интереслӑ япала тума тытӑнас пек туйӑнать, хӑй сасартӑк ӗҫе пӑрахса, темскерле курман япалана пӑхнӑ пек, вӑл тӗлӗннӗ куҫӗсене сиктермесӗр ӗҫе ҫине пӑхса темӗн ҫинчен час-часах шухӑшлать, ҫавна тума пуҫлас пек туйӑнать. — Ҫук, эпӗ нимӗн те пӗлместӗп, — терӗ Елена. Унӑн таса сӑн-пичӗ умне манӑн та йывӑр ҫӗклемпе пымалла… (Тӑвӑллӑн оваци. — Тархасшӑн ӗнтӗ, старик… — Эсир ҫавӑнтан тӗлӗнсе кайрӑр-и? Ҫул тырпул лайӑх пулакан тикӗс айлӑм тӑрӑх пынӑ чухне Артур ҫав тери савӑнӑҫлӑ пулчӗ. Анчах акӑ вӗсем Клюза ҫывӑхӗнче чӑнкӑ сукмак тӑрӑх хӑпарма пуҫларӗҫ. Вӗсене йӗри-тавра ҫӳл тӳпеллӗ тусем ункӑ пек хупӑрласа илчӗҫ. Ирхи шуҫӑм пек илемлӗ Луиза азотейӑри карлӑк ҫумӗнче тӑнӑ. Вӑл ырханланса, хуралса кайнӑччӗ. Даша инке тӳрех ун патне чупса пычӗ… — Халех, халех, ыр ҫыннӑм, — терӗ Наталья Савишна, хыпаланса табак шӑршларӗ те, хӑвӑрт-хӑвӑрт утса, арча патне кайрӗ. Ҫапах та, вӑл хӑйне ирӗклӗн тыткаланипе, пӗчӗкҫӗ аллисемпе тата сӑнӗнчи кашни йӗр хӑйне евӗрлӗ типшӗм пулнипе, унра, пӗтӗмӗшпе илсен, ырӑ йӑх паллисем тата хастарлӑх пурри палӑрать. — Деспот-эфенди, калатӑп-ҫке, ун пек инҫете пеме юрамасть тетӗп. Унтан вара Оленина ялта хӑй хуҫалӑх енӗпе ӗҫленисем аса килеҫҫӗ, анчах каллех ку асаилӳсем хушшинче те савӑнса чарӑнса тӑмаллисем нимӗн те ҫук. Малалла тата ытти те, ытти те… Ну, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл ҫырӑва вуласа тухса, паспӑрта айӑккалла илсе хурса, — каланине пурне те тӑвӑпӑр: сана … полка офицер туса яратпӑр, санӑн вӑхӑта ахаль ирттермелле ан пултӑр, эсӗ ыранах Белогорск крепӑҫне кай, унта лайӑх, ырӑ кӑмӑллӑ старик Миронов капитан командинче пулатӑн. Ӑна вӗсем иккӗш те пӗр-пӗр оперетта пеккинчен е эстрада ҫинчен илтнӗ пулмалла… ҫакӑншӑн хулана юри ҫуран кайса килнӗ пулас-ха хӑйсем. Ӑнлантарни кирлех мар, — тесе хутӑм эпӗ, кӑмӑлсӑр пулнӑ ҫын пек. Акӑ сана «же ву при» ӗнтӗ. Ман ҫумра халӗ кукамай та, юлташсем те ҫук, никампа та калаҫмалли те ҫук, пурӑнӑҫӗ вара хӑйӗн суя, илемсӗр тӳнтер енне кӑтартса мана тарӑхтаратчӗ. — Нимӗн те… турра шӗкӗр, йӑлтах йӗркеллӗ. «Испаньола» малтанхи пекех якорь ҫинче тӑрать. Анчах ун ҫинче пиратсен пуҫ шӑммине ӳкернӗ ура ялавӗ. «Веселый Роджер» теекенскер, вӗлкӗшет. — Ҫапла… ӑслӑ… Тӑвӑл яхтӑна ҫурҫӗрпе хӗвелтухӑҫ еннелле ҫӗклентерсе пырать. Ӑҫтан ун пек ҫатталанса кайнӑ вӑл? — хушса хучӗ Дмитрий, ман ҫинелле пӑхнӑ май ӑшшӑн йӑл кулса. — О, куртӑмӑр эпир кунта, капитан юлташ! Авӑ, куратӑр-и, ҫӳлти ярусран пӗр хӗрарӑм лорнет витӗр пӑхать. — Англи, Шотланди, Ирланди, Мальта, Джерсей утравӗ, Гибрид утравӗсем… Мӗнле те пулин патша чухӑн та вӗренмен халӑха хирӗҫ хӑйӗн ҫарне ярать пулсан, закон тӑрӑх вӑл мӗнпур халӑхран ҫуррине ытла вӗлерсе пӗтерме, ҫуррине вара чура туса хума пултарать. Юлташ: «Ку ӗҫе часах пӑхса тухаҫҫӗ, приговорӗ паллӑ — пурне те Ҫӗпӗре яраҫҫӗ», — тесе ҫырать. — Кӗскереххӗн калӑр, — пурне те илтӗнмелле татӑклӑн каласа хучӗ старик. — Вара эсӗ мӗн тӑвӑн ун чух? — каллех ыйтрӗ Уэлдон миссис. Эх, mа сhеrе, пӗлсенччӗ эсӗ, ҫак чиновник мӗнле илемсӗр ҫын иккенне. 1835 ҫулхине ку хисеп хӗрӗх патне ҫитнӗ, халь ӗнтӗ вӑл виҫӗ хут та ӳснӗ. Тӗлӗнсе калаҫнисем лӑпланчӗҫ. Юрласса икӗ юрра: Ланнерӑн хурлӑхлӑ вальсне тата «Китая кайса ҫӳрени» ҫинчен галоп юрлама пултарать. «Ку юрӑсем иккӗшӗ те вӑтӑр-хӗрӗх ҫул ӗлӗкрех хисепреччӗ, халь вӗсене пурте манса кайнӑ ӗнтӗ. Туртса яр, — секретарь портсигарне сӗнсе пачӗ. Ҫавӑнпа та Дубцов Лушкӑна ухмахла ӳпкелесе ун ҫинчен председателе каласа пама килни Давыдова вӑрҫтаракан ҫиелти сӑлтав кӑна пулчӗ. Ҫӗнӗ Зеландин ултавлӑ ҫыннисем ҫӗнӗрен килнӗ ҫынсене питӗ хаваслӑн йышӑннӑ. Ҫуртсем унта пурте чулран, йывӑҫҫисем ҫук. — Мӗнре? — Комсомол организацийӗнчи манӑн хӗрсене разверстка шучӗпе Германие илсе каймалла турӗҫ. Соня Шутовӑна та, Лариса Пронинӑна та, Светлана Чириковӑна та, Надя Проценкӑна та, — пурне те, пурне те. Апла пулин те хӑваласа пыракансен иксӗлми хӑвачӗпе ҫивӗч туйӑм-сисӗме ҫак пӗрмай килсе ҫакланакан нушасене ҫӗнтерсе илеҫҫӗ, ҫапла миль хыҫҫӑн миль туса пырать кӗтӳ, унӑн хыҫӗнче айлӑмсем, вӑрмансем, сӑрт-туллӑ вырӑнсем курӑнми пулса юлаҫҫӗ. — Мана ӑна хама паччӑр! Яков Лукич, сурчӑкне ҫӑтнӑ пек, туртӑнса илчӗ, ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ: ку хӗҫе вӑл палларӗ, ӑна вӑл малтанхи хут пин те тӑхӑр ҫӗр вун пиллӗкмӗш ҫултах Австри фронтӗнче ҫамрӑк та маттур Половцев хорунжий аллинче курнӑччӗ… Чиксе хутӑн-и? Анчах… ан чупту мана урӑх… Ун тутисем кӑвакарса кайнӑ. — Ҫук, Петр Андреич, аҫу-аннӳ пиллӗхӗсӗр эпӗ сана качча тухмастӑп. Ырӑ кӑмӑллӑ вулакан эпӗ ҫакӑн пек сӑмах вакласа чӑрмантарнӑшӑн мана айӑпламӗ тесе шанатӑп. Алансонран юланутпа килме тиврӗ. Утӑ шӑрши ҫемҫе, чуна килентерет, ӗҫмелли-ҫимелли пулсан эпӗ унта уйӑхӗпех выртнӑ пулӑттӑм. Анчах, ӗҫре пӑхсан, курӑнчӗ, — большевиксем мар, скептиксем персе анчӗҫ. Пирӗн лашасен ури айӗнче каллех шурлӑхлӑ тӑпра курӑна пуҫларӗ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе пӗчӗкҫӗ кӳлӗсем те тӗл пулаҫҫӗ. Пӗрисем кӑшкӑраҫҫӗ, теприсем ӗсӗклесе йӗреҫҫӗ, проповедник мӗн каланине уйӑрса илме ҫук. Картишне кукаҫей чупса тухрӗ, икӗ аллипе те сарӑ ҫӳҫӗсене якаткалать — мунчара сивӗ шывпа чӳхенсе илмешкӗн васкать. Ҫавӑнпа вӑл подполковникран пӑрӑнас темерӗ, лешӗ вара, хӗпӗртесе кайнӑскер, ӑна ҫаннинчен тытсах сӗтел патнелле сӗтӗрчӗ. — Ҫырткалатӑр-и пӑртак? — ыйтнӑ хӗр, пӳлӗме кӗрсе. — Яра пар, — тат те хуҫи мухтанма тапратать: — Вӑл выҫварла тесе ан шутлӑр эсир, ҫук, вӑл ирхине пӗр икӗ кӗрепенке кулаҫ ҫисе ячӗ, кӑнтӑрла кирлӗ пек апатланчӗ… Вӗсем тӗттӗм ҫӗрте пусма тӑрӑх анса кайрӗҫ. Анчах айванлӑхпа, ҫамрӑклӑхпа, пуринчен ытла пӗлменлӗхпе тунӑ йӑнӑшсем те сахал мар. Шумский юлчӗ. — Эпӗ ӑсатӑп сире, Джим. Ҫав варение тивсен, пӗҫертетӗп тесе сана ҫӗр хут та каланӑ. — Хӗрарӑмсенчен чӗнтӗр илетӗп, тата пир… — Пӗтертӗн-и? — кӗскен ыйтрӗ Лодыжкин. Ӗсӗклесе йӗренҫи тума чарӑнса каннӑ хушӑра хӑйне ҫынсем ан курччӑр тесе, питне вӑл юри хупланӑ пек туйӑнчӗ мана. Индеецсем Юланутлӑ хӗрарӑм ӗнтӗ кипарис ларакан чӑнкӑ сӑрт хӗрринчен пӗр виҫҫӗр ярдра. — Чармастӑр-и, эпӗ леш енне ишсе каҫатӑп? — терӗ ӑна Джон Мангльс. — Йӳҫӗ! — мӗкӗрет Барский. Аким пуҫне сулласа каларӗ: — Юрамасть, Павел. Никам та ҫукчӗ-ха штабра. Ҫиҫӗм-и? — ыйтрӗ Джемма, хӑйӗн ҫара аллисене ун хулпуҫҫийӗсем ҫинчен илмесӗр, йӗри-тавралла пӑхнӑ май. Огнянов тӗлӗнсе кайрӗ. Свидетеле хамӑн тарҫӑсене тӑрататӑп: кам вӗсенчен ман алӑк патӗнче пӗрре те пулин кӳме тӑнине курнӑ, ҫавӑ кӳме ӑшӗнче кам хӗрарӑмӗ пулнине каласа патӑр. Халь ӗҫ урӑхла. — Мӗнле ӑҫтан пултӑр? Автомобиль пассажирсене «Майнак» санаторин кӑвак акшар чулӗнчен тунӑ икӗ хутлӑ ҫурчӗ патне вунӑ минутран илсе ҫитерет. Ҫӗр-шыв пушансах пырать. Аслӑ театр патне ҫитиччен вӗсем калаҫмасӑр, шухӑша кайса пычӗҫ. Пурпӗрех катастрофа пулассӑн туйӑнать мана. Сана хупаха ертсе каймаҫҫӗ-им вара? Аннене вӑл «пурнӑҫра эпӗ мӗскӗн Гаер» е тата «пурнӑҫ мана турпас татки пекех ҫавӑркалать» теме юратнине ҫеҫ астӑватӑп. — Ҫук! Аптӑраса кайрӑм ҫеҫ. Ахаль те ҫав ухмахласкер яланах чун ҫинчен, ҫылӑх ҫинчен темскер мӑкӑртатса ҫӳрет. Люба ун ҫине тӳрккессӗн пӑхса илнӗ, хӗрӗн куҫӗсенче хаярлӑх вучӗ усаллӑн ялтӑраса кайнӑ. Вӑл каллех кӗсйинчен Оля фотографине кӑларчӗ те, уйӑх ҫутинче ун ҫине пӑхса ларса, шухӑша кайрӗ. Ҫавӑн пек сӗнет судья. Нервӑсем туртӑшнине пула, нумай вӑхӑтчен ӑна татса пӑрахнӑ ури тупанӗсем пӗтӗм кӗлеткипе пӗрле пурӑннӑ пекех туйӑнчӗ: вӗсем сасартӑк кӗҫӗтме, нӳрӗ ҫанталӑк пулас умӗн туртса ыратма та тытӑнчӗҫ. Вӑл хӑй платьин пӗрӗмӗсене тыта-тыта пӑхма пуҫларӗ. Вӗсем вырнаҫса ҫитиччен вӑл калаҫмарӗ, анчах вӗсем шӑпланчӗҫ ҫеҫ — вӑл каллех пуҫларӗ, ахӑртнех, хӑйӗн шухӑш йӗрне пӗрре те ҫухатмарӗ пулас. — Мӗнле ӗҫе тытӑннӑ эсӗ — пӑчланатӑн! Тырра ҫапах та памастӑп… Мӗнтен хӑрас манӑн? Том лӑпланчӗ. Хӑй тивӗҫне вӑл питӗ лайӑх пӗлет те, ҫавӑнпа хӑйне хисепленине те ҫавӑн пекех пулмалла, тесе йышӑнать. — Манпа тавлашма юрамасть, эпӗ тавлашма пӗлместӗп! — мӑкӑртатса илчӗ Николай, ҫӗрелле пӑхса. — Ҫакна шанӑр, — терӗ вӑл, — эпӗ ҫав териех юнӗҫен пулсан, эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен каласа панӑ пулӑттӑм-и? Эпӗ пӗчӗк ача мар вӗт ӗнтӗ. Пӗр пытармасӑрах калатӑп: геологи енӗпе ӗҫлени ман кӑмӑла питех те каять; ман ӳт-пӳри тымарсем тӑрӑх минералоги ӗҫне юратакан ҫыннӑн юнӗ юхса ҫӳрет пулас, хамӑн юратнӑ чулсем хушшинче эпӗ нихӑҫан та йӑлӑхмастӑп. Эпӗ телейлӗ. Пермре, вӗсене ҫыраналла кӑларса кайнӑ чухне, эпӗ баржӑран тухмалли кӗпер тӑрӑх утса пыраттӑм;ман ҫумран, кутамккисем йывӑррипе пӗкӗрӗлсе ларса, урисемпе кӗмсӗрт-кӗмсӗрт тутарса, сӑнчӑрсен ункисемпе хӑнкӑртатса темиҫе теҫетке кӑвак ҫын ирте-ирте кайрӗ; хӗрарӑмсемпе арҫынсем, ваттисемпе ҫамрӑккисем, хитрисемпе сӑнсӑррисем иртсе кайрӗҫ, анчах пӗтӗмпех ытти ҫынсем пекскерсемех, урӑхла ҫеҫ тумланнӑскерсем тата сӑла пӑсмалла хырса янӑскерсем. Каллех тепӗр каҫ. Ирхине вӑл, ытти чухнехинчен ӑс-тӑнлӑрахскер, пӑлан тирӗнчен ҫӗленӗ хутаҫ анине ҫыхса тӑракан кантӑрана салтрӗ. Шхуна тин ҫеҫ Кӑнтӑр полюсӗн ҫывӑхӗнче кит тытас кампание вӗҫлерӗ, анчах ун трюмӗнче кит шӑртне хумалли вырӑн, кит ҫӑвне тултарма хатӗрленӗ пушӑ пичкесем ҫав-ҫавах нумайччӗ-ха. Сирӗн кӗллӗре пула пурте йӗркеллӗ-ха. Мински ун патне халат тата хӗрлӗ шӗвӗр калпак тӑхӑнса тухнӑ. — Эпӗ хӑравҫӑ мар! — ответленӗ Фома. Вӗсем темӗн ҫинчен хӗрсех калаҫаҫҫӗ… Рита Павел еннелле хаваслӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ. Ӑмӑрткайӑк аллинчен кӗсменӗ те тухса ӳкрӗ, ӑна ҫаплах ҫиес килни аптратать. Тихонпа тетӗшӗ Татьяна упӑшкине пӗр пек шухӑшлӑ пулса хаклани тата ытларах тӗлӗнтернӗ, — стариксем килӗштермесӗр, темле палӑрмаллах, анчах сӗмсӗр хирӗҫсе, пӗр-пӗринпе калаҫман пекех, пӗр-пӗринчен пӑрӑнса пурӑннӑ-ҫке. Вӑхӑт-вӑхӑтӑн Петр хӑйне малтанхи пекех кӑмӑллӑн тыткалать, чӗмсӗр мар, хӑйне кура хаваслӑ та. Сӑмахсене пӗлекеннисем пурте — арҫынсем те, хӗрарӑмсем те, — пӗр чунлӑ пулнӑ пек, пӗр кӑкӑртан кӑларнӑ пек юрлани таҫта ҫӳллӗ пӗлӗте ҫӗкленсе, кӗлӗ пек илтӗнсе тӑчӗ. Вӗлерет ӑна Александр Анисимович, туршӑн та, вӗлерет! Кун хыҫӑн вӑл, чышкисене чӗрни айӗсем ыратма пуҫличченех ҫав тери вирлӗн чӑмӑртаса, шӑлӗсене пӗтӗм ӳт-пӳре сивӗ сӑрӑлтату чупкалама тапратичченех шатӑрин ҫыртса хурса, хӑйӗн мӗнпур хастарлӑхне хӗрӳн тармакланса, асӗнче ҫине-ҫинех хистеме пикенчӗ: «Пӑхсам чӳречерен… Вӑл каллех тутине пӑрчӗ, хальхинче ку сисмеллех курӑнчӗ. Хӑнасем ҫине куҫхарши айӗнчен пӑхса, вӑл ҫӳҫӗсене силлентерсе илет, унӑн пуҫӗ ҫинчи хӑмла сӗтел ҫине, Натальйӑн пурҫӑн пӗркенчӗкӗ ҫине тӑкӑнать; — Мӗнле-ха? Куратӑп. — Вӑт шӑпах ҫакнашкал ҫӳллӗ ҫуртсем. — Ҫуркунне Аҫтӑрхана илсе кайӑп, кӗркунне — училище! Пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ.) Ҫынсем витене чупса кайрӗҫ те утӑ ҫӗклесе килчӗҫ. Эпӗ Рубцов патне кайрӑм, вӑл хӑйӗн тӑвӑр пӳлӗмӗнчи сӗтел хушшинче, лампа умӗнче ларса пиджакне саплатчӗ. Эсӗ асту-ха, амӑшӗ; турӑ ҫынна хӑй тӗслӗ те хӑй евӗрлӗ тунӑ, — эппин, этем ун евӗрлӗ пулсан, вӑл та этем тӗслӗ пулмалла. Секретаре Варя аппана суйласа лартнӑ. Ҫав Варя аппа хуҫалӑх комиссийӗнче ӗҫлекенскерччӗ, ҫирӗммӗш ҫулхине вӑл аллине ҫӑпала тытса ӗҫлӗ ҫын пек коридор тӑрӑх уткаласа ҫӳретчӗ. Мана вӑл эпӗ ӑна хам ҫинчен тата хам ҫӗршыв ҫинчен каласа панӑ пирки хӑй питех те тӗплӗн шухӑшлани ҫинчен, ҫакӑн хыҫҫӑн хӑй питех те кӳренни ҫинчен пӗлтерчӗ. Анчах суд, ҫакна вӑл малтанах шутласа хурса тунӑ тесе, приговор йышӑннӑ. «Вӗсене ачасене тыткаланӑ пекех тытса усрамалла, — тет вара вӑл ҫавӑн пек чухне: — тӗшмӗшлӗх, mon cher; il faut prende ceja en consideration». Пӗррехинче, вӑйлӑ ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑн, Ватаракшӑна шыв тулчӗ. — Тем шурӑскер курӑнать. Кунта телескопӑн ҫитменлӗхӗ ҫинчен калас пулать. Кулса вилӗн. Катька мана алӑран ярса илчӗ те хӑй патнелле сӗтӗрчӗ. Ҫанталӑк питӗ шӑрӑхчӗ; вӑл урисене шыва ярса чул ҫинче ларнӑ. Вӑл тарма шухӑш тытни ҫинчен килте никам та пӗлмен. — Ҫапла ҫав, эпӗ ухмахлантӑм пулас… Ҫил тухас пулсан, вӑл хӑйӑра пӗтӗм тӑвӗ-тӑвӗпе хӳсе куҫарать. Каҫсерен ҫеҫ, кун каҫипе шавлӑ ӗҫсемпе ывӑнса ҫитсе вырӑн ҫине выртсан, унӑн чӗри хуллен ыратса каять. — Вырӑссем мар-им эпир? Капитан, кукша пуҫӗ ҫинчен картусне хывнӑ та, пӗлӗтелле пӑхса, хӑй ҫине хисеплӗн хӗрес хывнӑ, унтан, сарлака хура сухалне аллипе шӑлса, хартлатса илсе команда панӑ: — Каялла! Хуллен! — Яра пар, тусӑм, яра пар! — текелерӗ вӑл, малтан Воропаева, унтан вара Ленӑна та ыталаса илсе. — Хӑвӑрӑннисене вӑратӑр. Усӑллӑ та, шыв та кирлӗ мар»… Хулана ҫитсен тепӗр кунне хуҫа мана хӑйӗн экипажӗ ҫине лартса столицӑпа паллаштарма илсе кайрӗ. Вӑл хула Лондонран икӗ хут пӗчӗккӗрех пек туйӑнчӗ. Анчах ҫуртсене кунта питех те тӗлӗнмелле тунӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫурри таран ишӗлсе аннӑ. Крыльца ҫине тухсан, шӑлнӗ пиччӗшне ҫине-ҫинех: «Ну, мӗнле эсӗ, каласа пар» текелесех тӑчӗ, мӗн тери хавас эпӗ сана курнӑшӑн терӗ, анчах та хӑй нимӗн те каласа памарӗ. Манӑн учительсенчен пӗри, студент-математик, мана вӑрҫса илчӗ: — Шуйттан пӗлет сире, мӗнле калаҫатӑр эсир. Вара эпӗ хам тинӗсе ӳкнине туйса илтӗм. Ҫапӑҫу хыҫҫӑн Андрей хӑй раснах йывӑрланса ҫитнине туйнӑ-мӗн. Вӗсен борчӗсене перӳн чарӑнми вут-ҫулӑмӗ ҫутатать. Кай-ха эсӗ, юратнӑ Варюха, кӑштах ҫывӑр, каҫхине тӗл пулӑпӑр, юрать-и? Унта ҫӑнӑх кӑна пилӗк пин килограмм пулнӑ. Австралинчен кӳртернӗ аш консерви — пин те ултҫӗр сакӑрвунӑ сакӑр килограмм, типӗтнӗ аш — ҫирӗм, Скориковӑн типӗтнӗ бульонӗ — ҫитмӗл килограмм. Мӗн чухлӗ сухари, макарон, кофе пулнӑ унта! Анчах — вулама памасть. Серьга Хахай ӗҫлетчӗ унта. Серьга хыҫҫӑнах лавкана Яша пырса кӗретчӗ. Пӑчӑхнӑ сывлӑш тул еннелле вӑйпа тапса тухрӗ… Телее, шӑтӑкран ҫутӑ курӑнчӗ. — Ку тӗрӗс мар, — терӗ вӑл. Кайран Кольхаун ҫав мексиканец Морисӑн чи усал тӑшманӗ пулнине пӗлнӗ. — Шӑпа ярӑр, доктор! — терӗ капитан. Вӗсен тискер кайӑкла сасси, пӑшал пенипе пӗрле хутӑшса, пӗтӗм йӑлӑмра янӑраса-кӗрлесе тӑчӗ. — Эсир эпӗ сире тапӑннине, хӑранипе ман ҫине хӑвӑр тапӑнманнине мӗнпе кӑтартса паратӑр? Вӑл малти пӳлӗмӗнче вырӑн ҫинче выртатчӗ, хӑрах аллине ӗнси хыҫне хунӑччӗ, теприне сӳннӗ чӗлӗмне тытнӑччӗ; иккӗмӗш пӳлӗмне кӗмелли алӑкне ҫӑрӑпа питӗрнӗ, уҫҫи ҫӑра шӑтӑкӗнче ҫукчӗ. Пурте вӑл лайӑх шутласа кӑларнӑ тесе калатчӗҫ, анчах никам та хӑйӗнне ун пек тӑвакан пулмарӗ, эпӗ тусассӑн — вара мантан мӑшкӑласа кулатчӗҫ. — Вӗсем вунӑ сехетре килеҫҫӗ, анне, — терӗм эпӗ. Ҫав самантрах пирӗн кивӗ сехет ҫапма тытӑнчӗ. Тӳпере аслати ҫиллессӗн кӗмсӗртетрӗ, ун сасси сылтӑмран сулахлялла, унтан каялла куҫса кайрӗ, вара малти лавсем патӗнче чарӑнса тӑчӗ. — Ҫав ӗҫ ҫинчен калатӑп та ӗнтӗ. Вара Бородатый, хӑйӗн ӗмӗтсӗрлӗхне чараймасӑр, унӑн хаклӑ япалисене илес тесе лях ҫинелле пӗшкӗнчӗ, вӑл ӗнтӗ унӑнне ҫуталса тӑракан чулсемпе илемлетнӗ йӗнӗллӗ турок ҫӗҫҫине те илме ӗлкӗрнӗччӗ, пиҫиххи ҫумӗнчен пӗр ҫыхӑ червонеца та салтнӑччӗ, ҫӳхе кӗпепе хаклӑ кӗмӗл тата асӑнмалӑх упракан хӗр ҫивӗтне чикнӗ сумкӑна та мӑйӗнчен вӗҫертнӗччӗ, ҫав вӑхӑтра ун патне хыҫалтан хӑй икӗ хутчен йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антарнӑ тата унран яланлӑхах сӗвӗленсе юлмалӑх суран туяннӑ хӗрлӗ сӑмсаллӑ хорунжий вӗҫтерсе ҫитрӗ. Ҫак тӗлӗнмелле Таупо кӳлли ҫапла пулса тӑнӑ. Вӗсем сӑмаха юратса пӑрахнӑ, эпир — ӗҫе… Вӑл тимлӗн ҫыран ҫине пӑхса илчӗ, мӗн пулнине ӑнкарса илнӗ ҫын пек пуҫне сулчӗ те, никам илтмелле мар темскер мӑкӑртатса, ҫавӑнтах каялла камбуза кӗрсе кайрӗ. Эпӗ халь ҫеҫ хутортан таврӑнтӑм. Эпӗ кӑмӑл лӗкленнине, пуҫ ҫаврӑннине, хӑранине туйрӑм. — Ҫапла эпир те пӗррехинче Гирчикпа ҫӗрлене юлса кайрӑмӑр… — пуҫларӗ Ерошка. — Ырӑ-и, ырӑ мар-и те, эпӗ ун патне пурпӗрех каятӑп. — Мм… — ӗнӗрлесе илнӗ Щуров. Анна Сергеевна та вӑл каҫхине хӑйсен хӑнисем ҫинчен шухӑшларӗ. Унччен эпӗ нихӑҫан та тӑна ҫухатса курманччӗ, халӗ ку мӗн пулнине те пӗлместӗп. Анчах пӗтӗм тавралӑх ман куҫ умӗнче тӗтре ӑшӗнчи пек ярӑнма пуҫларӗ. Капитан лоцманран ыйтса пӗлме тытӑнчӗ: — Пӗлетӗн-и, мӗнле карапсем вӗсем? Сулӑм вӑйӗ вӗсене малалла ыткӑнтарса ярсан, вӗсем тайлӑмӑн юлашки картламӗсемпе вӗҫтерчӗҫ. «Пӗҫерет» сӑмах хыҫҫӑн пӑнчӑ лартӑр. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те хуллен кӑна:— Хӑрамалла улшӑнтӑн эсӗ, ах турӑҫӑм! — терӗ. Ак ӗнтӗ вӑл каллех ирӗкре, уҫӑ сывлӑшра, каллех юр пӗлӗчӗ айӗнче; кӑкӑр тулли сывлӑш ҫавӑрчӗ те утне утланчӗ. Пӑх-ха, анне аҫуна мӗнле юрататчӗ, — вӗсем ҫине пӑхсан — ӑмсаннипе чӗре ҫурӑлса каяс патне ҫитетчӗ. Сӗтел ҫинче вӗсем пушатнӑ стакансем ларнӑ, пӳлӗмре ром шӑрши кӗрет. — Аттем, эсир пире чиркӳ ячӗпе пиллетӗр! Пирӗнпе Христос! Асӑннӑ майсенчен иккӗшӗн те хӑйсен лайӑх енӗсемпе лайӑх мар енӗсем пур. Хавильдар саламачӗ вӑйсӑрланнисене те, чирлисене те ура ҫине тӑратать. Кузьмин унпа юнашар утса пырса темскер калаҫать, Ромаҫ ун ҫине пӑхмасӑрах: — Кай кунтан, ухмах! — терӗ. — Эпӗ ҫав тери тав тӑватӑп сире. Аолсем ту хушӑкӗсенчен тухаҫҫӗ те Азора тӳремлӗхне таврӑнаҫҫӗ; малта — хаши кӗтӗвӗсем, юнашар — хӗрарӑмсем, ачасем тата таса хӗр-упраҫ. Аолсен халӗ хӑрав ҫук, мӗншӗн тесен вӗсен чунӗсем йӑваш, куҫӗсем вичкӗннӗн пӑхаҫҫӗ, чӗрисем хӑюллӑ-ҫирӗп. Тусен тушшинче вӗсем рехетлӗхпе вӑйлӑ киленнӗ те — халӗ ӑна варалакан усаллӑх ҫухалнӑ. Ҫунтарса вӗлермелли площаде ҫӗршер пин римлянсем пухӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра Сюрвиль карапӗ ҫинчи чирлӗ матроссене илсе каҫаракан шлюпкӑна хумсем Ҫӑлӑнӑҫ бухтин ҫыранне вӑрхӑнтарса пӑрахнӑ. Тата ҫур сехет иртрӗ. Эпир тата икӗ километр малалла кайрӑмӑр. Ҫак сӑнар унӑн чунӗнче — ӗлӗк, хӑйӗн пурнӑҫӗнчи ытти кунсенчен ҫӑмӑлтарах пек туйӑннӑ кун, ӑна савӑнӑҫлӑ та тав тӑвакан кӗлӗпе вӗҫлеме турӑш умне тӑнӑ чухнехи туйӑма ҫутатрӗ. Пӗлетӗр-и мӗн: сирӗн имение илсе пысӑк тупӑш курасса тата эпир калаҫса татӑласса шанатӑп эпӗ; анчах сирӗн икӗ кун… ҫапла, икӗ кун срук памалла мана. Ну, паллах, туртса кӑлартӑм та турпаса мучие калатӑп: «Кӑлартӑм сан пульӑна, тетӗп, — халь тӑрах ӗнтӗ, пустуй йӑваланса ан вырт, анчах Макар ӑҫта ҫухалнине кала мана». Ҫавӑнпа та ӗнтӗ манӑн малтанхи актра Марья Васильевна ҫине пӑхма вӑхӑт тупӑнмарӗ. Ученӑйсем хӑшпӗр чухне ҫӑлтӑр миҫе ҫул ҫутатнине, унӑн пысӑкӑшне, массине, хӑшпӗр чухне (анчах ку питӗ сайра) ҫӑлтӑр хӑйӗн тӗнӗлӗ тавра ҫаврӑнассине те тата ун патӗнче планета пуррине те пӗлеҫҫӗ. Мӗн пирки ҫавӑн пек пулса кайнӑ вӑл, турӑ пӗлет. Ларать пӗр вырӑнта, кампа та пулин сӑмах хушинччӗ. Пӗрмай шухӑшлать, темскер аса илме хӑтланать тейӗн. — Ҫын савманскерсем эпир санпа, тӑлӑхсем! — терӗ те сасартӑк Ерошка мучи каллех макӑрса ячӗ. — Итле-ха, Николай Еремеев, — тесе калаҫма тытӑнчӗ Павел тарӑхса: — юлашки хут санран ыйтатӑп… Эпӗ лашасене чартӑм, пичче мана: «Эпӗ ӑна сенӗкпе тӑрӑнтаратӑп!» — тет. — Тӑрать. Малалла мӗн пулнине астусах ҫитерейместӗп. Виҫҫӗмӗш хут вӑл хӑйӗн пысӑк кӗлеткипе ҫаран ҫинчи курӑк ҫине тӑсӑлса выртрӗ, ку хутӗнче вара аранах ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл чее, хаяр, ним умӗнче те чарӑнса тӑмасть… Тата сире юратать. Хӗрарӑм, мана урипе тӗккелесе, старике чеен йӗкӗлтесе ларать, лешӗ хӑйӗн сӑмахне ҫунатлантарнӑҫем ҫунатлантарса пырать. Лавҫӑ чӗрӗ юлнӑ лашана кӳлнӗ чӗнсене касса татнӑ та, ун ҫине утланса, ҫил пек чуптарнӑ. — О, Том, эсӗ мӗскӗн, тӑмсай ача! — Nej, — терӗ Ганс. Тепӗр чухне унӑн Воропаева чуптӑвас килнӗ, анчах ҫак хӑйне «вырӑнсӑр» та лайӑх мар туйӑнакан кӑмӑл туртӑмӗнчен именсе, вӑл хӗрсе кайсах мӗнле те пулин ӗҫе тытӑннӑ та чуптӑвасси ҫинчен манса кайнӑ. — Эпӗ-и?! Пӗр вунӑ ҫухрӑм хушшинче унӑн хӗрсе кайнӑ тӗнӗлне ултӑ хутчен пулас шыв сапма тиврӗ, эпир киле ҫитнӗ ҫӗре вара каҫ та пулчӗ. Пире те ӗлӗк ҫавӑн пек хӗнетчӗҫ, халӗ ак ялта хресчене власть нухайкапа хӗненине никам та курман. Уҫланкӑ. — Тен, эсир тӗрӗс те тӑватӑр пулӗ. — Юрать. Анчах ывӑнса ҫитнӗ Корчагин юлашкинчен Панкратов хваттерӗ патне ҫитрӗ те, охрӑпа сӑрланӑ алӑка шаккаса, татӑклӑнах шутласа хучӗ: «Ку та пулмасан, текех сӗтӗрӗнсе те ҫӳреместӗп. — Венчет тӑвичченех каччӑ хӗр килӗнче пурӑнни — йӗркеллӗ мар вӑл, Артамоновсен кунтан тухса каймаллаччӗ… Ҫапах та, совеҫӗ унӑн нимӗн чухлӗ те лӑпкӑ мар. Еленӑна хавшаклӑх тарӑхтарать, айванлӑх ҫилентерет, суяна вӑл «ӗмӗр-ӗмӗр» каҫармасть; хӑй мӗн тӑвас тенине никам умӗнче чарӑнса тӑмасӑр тӑвать, кӗлтунине пӗрре кӑна мар ӳпкелешнипе пӗтерет. Юлашки Тепӗр кунне ирхине эпир ирех ӗҫе тытӑнтӑмӑр. Ҫителӗклӗ пурӑнӑҫпа та, ӗҫе юратнипе те тӗлӗнтермест вӑл; юрамасть ӑна капла хӑварма — ҫӗнетсе урӑхлатас пулать… Вӑл тӗттӗм кӗтесре пусма карса тунӑ шкаппа стена хушшине тӑчӗ, мана курсанах кӑшкӑрса ячӗ, унтан вара чышкисемпе питне ача пек хупларӗ. — Бенедикт мистер, эсир ҫисе курнӑ-и вӗсене? — ыйтрӗ Геркулес. Вӗсемсӗр пуҫне тата астероид текен пӗчӗк планетӑсем питӗ нумай: астероидсем шалти планетӑсене тулашрисенчен уйӑрса тӑраҫҫӗ. Малалла та ҫаплах пулса пырсан, эпир пӑртак та ӑслӑланмасан, Франци революцийӗ Потсдамшӑн ҫапӑҫни, унӑн пӗртен-пӗр ӗҫӗ II Фридрихӑн ҫӗршывне пысӑклатни, эпир Франци корольне Прусси императорӗшӗн вӗлерни пулса тухать! — Хурӑн ҫырли те тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр, — тетӗп эпӗ. Тархасшӑн куҫ-ха леререх, санран вӗри перет, кӑмакаран пенӗ пек! Вӑл мӗн тӑвасшӑн пулнине ӑнланса илме пултаракан ҫын ӑҫта пур-ши, ҫакна пӗлесчӗ? Хама ҫывӑх, тахҫантанпах хӑнӑхнӑ пӳлӗме кӗрсессӗн, уйрӑмӑнах тата вӗлернӗ комендантӑн дипломӗ, иртнӗ вӑхӑтӑн салхуллӑ эпитафийӗ пек, стена ҫинче ҫакӑнса тӑнине курсассӑн, манӑн чӗре ыратса кайрӗ. Ҫулла мар, хӗллехи ҫиллӗ уйӑхсенче? — Паллах. Тухтӑра ӑсатса ярсан, Николайпа амӑшӗ, ҫӗрлехи хӑнасене кӗтсе, хуллен калаҫса, чей ӗҫме ларчӗҫ. — Арҫын ачапа хӗрача туслашни — вӑл аван япала. Акӑ вӑл Миронпа юнашар фабрика килхушшийӗ тӑрӑх пиллӗкмӗш корпус патнелле утать, ку корпус, хӗрлӗ кирпӗчрен тунӑ темӗн пысӑкӑш алӑн пиллӗкӗмӗш пӳрни, халь ҫеҫ ҫӗртен тытса лартнӑ-ха; ӑна йӗри-тавра пӗтӗмпех пӗренесемпе хӑмасенчен тунӑ пусмасем ҫавӑрса илнӗ, пусмасен картлашкисем ҫинче платниксем тӑрмашаҫҫӗ, вӗсен кӗмӗл тӗслӗ пурттисем йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Этем чӗлхипех ыйтать вӑл, анчах французла. Часах пушӑ площадьре симӗс парк ӳссе ларнӑ, пӗчӗк урамсем тӑрӑх тополь аллеисем кашлама пуҫланӑ. Акӑ, вӗсем, штыкӗсене алла тытнӑ та утнӑ. Ача ӑна аллипе ярса тытрӗ те кантрине пӑта тавра яваласа хучӗ. Разметнов ӑйӑрне ун еннелле пӑрса тытрӗ те ку Щукарь мучи иккенне аякранах палларӗ… Калаҫу чӗмсӗррисем хушшинче пуҫланчӗ. Лозневой малалла пӑхрӗ. Тен, вӑл хӑюллӑ та пулӗ. Анчах Парижпа Венӑра ун ҫинчен ытлах мухтаса калаҫмаҫҫӗ. Анчах ҫапах та унӑн пуҫӗнче каялла чакас шухӑш пӗрре те пулмарӗ. Вӑл темӗн мар!.. — Питӗ тутлӑ, питӗ тутлӑ, — чаплаттарчӗ тулли ҫӑварпа арҫын ача. Любишкин бригадир хӑй те: «Ӗмӗрте те кун пек тутлӑ пӑтӑ ҫисе курманччӗ! Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫусемпе ывӑнса ҫине пирки, поляксен артиллерийӗ тӑвӑл пек ҫӗмӗрнине пула, ӗнер Киев хулине поляксен аллине памалла пулчӗ. Пуп ҫавӑнтах ҫилленсе каять, сӑнне-питне сип-симӗс тӗс ҫапать, вара ҫавӑ, ҫывӑхри карчӑксем ан илтчӗр тесе, хуллен кӑна чӑшкӑрттарса: «Мӗн тата юпа пек чӗнмесӗр тӑратӑн-ха?» — тесе ыйтать. Анчах Сарапулта пароход сине пӗр мӑнтӑр арҫын, хӗрарӑм пичӗ пек сухалсӑр-мӗнсӗр, ленчӗркке питлӗскер ларчӗ. Парӑссене мӗнле те пулин урӑхла ҫавӑрма вантсем тӑрӑх ҫак мачтӑн стеньги ҫине, брам-стеньга е бом-брам-стеньга ҫине, хӑпармалла. Мачта ҫине парӑса лартма е илме ҫеҫ мар, ун ҫил вӗрсе карӑнтаракан лаптӑкне пӗчӗклетме те, моряксем калашле «рифсене» илме», хӑпараҫҫӗ. Санӑн ӗҫсем Анна Сергеевнӑпа питӗ аван пыраҫҫӗ пулмалла. Ун тимлӗхӗ пӗтӗмпех хӑй пӑхса пыракан хитре мантикора ҫинче. Ылтӑн та пур ман… Акӑ, ҫакӑн пек. Кашни мана урапа тапма пӑхатчӗ, час-часах нимӗн сӑлтавсӑрах, — хӑнӑхнӑ майӑн: хуҫа арӑмне мӗн те пулин килӗшмесен вӑл упӑшки ӗҫнӗ пирки пурин ҫине те ҫиленсе ҫӳрекенскер, мана питрен ҫупа-ҫупа яратчӗ. Эпӗ урӑх нихҫан та тӗл пуласа шанманччӗ, ҫапах та тӗл пултӑмӑр, кирлех пулсан, каласа парам акӑ, ун историйӗ пысӑк… Мана хам вунӑ ҫула ҫитиччен ҫӗр хут та хӗненӗ пулӗ. Вӑл хӑй карланки патне темскер капланса пырса сывлама чӑрмантарнине туйрӗ. — Кам илсе килме пултарнӑ-ши кунта ҫак киркӑпа кӗреҫене? — ыйтрӗ вӑл. Купецсем!… Эпӗ тепӗр пилӗк ҫултан. Ҫак пысӑк планета ҫывӑхнех вырнаҫнӑ тӑватӑ уйӑха чи малтан Галилей тупнине эсӗ пӗлетӗн ӗнтӗ. Эпӗ вӗсен каретине Лиговская княгиня патне кайнӑ чухне тӗл пултӑм. Ҫак Гаер ӗнтӗ пирӗн патра кашни каҫах пулать. Халӗ куҫ курми тӗттӗмре, лутӑркаса пӗтернӗ ваннӑ урисем тӳсми ыратнӑран, вӑл вутӑ шырама каймалӑх та вӑй тупаймарӗ, ҫамрӑк хырсем хушшинчи чӑтлӑха кӗрсе кайрӗ те пӗр йывӑҫ айне хутланса ларчӗ, аллисемпе ыталаса тытнӑ чӗркуҫҫисем хушшине пуҫне пытарчӗ, вара, хӑйӗн сывлӑшӗпе ӑшӑнса, лӑпкӑ та ырӑ канлӗхпе киленнӗ май тӗлӗрсе кайрӗ. Нивушлӗ ҫакӑнти сторож темӗн сӑлтавпа кӗпере пӗрлештерме маннипе меслетсӗр вӑрхӑнтарса килекен экспресс сисмесӗрех аялалла йӑваннӑ? Ваттисем — вӗсем ун хыҫҫӑн хӑваламан та; вӗсен ӗҫне вӑл хӑй тӗллӗнех кӗрсе пынӑ, ӑҫтан — пӗр турӑ ҫеҫ пӗлет, пӗлӗтрен пулӗ. — Турӑҫӑм, ҫырлахах! — пӑшӑлтатса илчӗ амӑшӗ, хӑранипе кӑртах сиксе… Виктор хулпуҫҫийӗсене айӑпа кӗнӗ чухнехи пек сиктерсе илчӗ. Тиха мӑйӗнче ҫапкаланса пыракан пӗчӗк шӑнкӑрав каҫса кайсах тинкӗлтетнӗ сасӑ илтӗнми пулса та ӗлкӗрейменччӗ, крыльца ҫине Давыдов тухса тӑчӗ, Демкӑна васкавлӑн каларӗ: — Эпӗ ик-виҫ кунлӑха иккӗмӗш бригадӑна каятӑп, сана хам вырӑна хӑваратӑп. «Ку чӑнах та тӗлӗкех пулчӗ-ши?» терӗ вӑл, икӗ аллипе те ҫӳҫрен ярса илсе; анчах курӑнни чӑн пекех, тӗлӗкри пек мар. — Мӗскер? Ача чухнех вӑл хуҫалӑхри пур ӗҫе те ҫав тери ҫыпӑҫуллӑн тума вӗренсе пынӑ. Хулпуҫҫийӗсем чӗтреҫҫӗ хӑйӗн. Нина Капитоновна йывӑррӑн сывларӗ те ларчӗ. Ну, ачсемӗр, халь ӗнтӗ ҫывӑрма вӑхӑт! — Мӗншӗн ҫапла асӑрхамасӑр хӑтланатӑн? Вӑл темиҫе те мана канаш паркаланӑччӗ: — Сирӗн кунтан каяс пулатчӗ луччӗ, кунта сирӗн валли тулккине, уссине курмастӑп эпӗ… Нумайӑшӗ ҫӗтӗк-ҫатӑк тумтирпе ҫӳренӗ. — Хуторта эсӗ, Ҫемушкӑ, Варькӑна качча илет, тесе пакӑлтатаҫҫӗ. Анне сире килсе курма хушрӗ. Ҫурма тӗттӗмре ҫывӑракан ҫын тикӗссӗн сывлани илтӗнет. Аллӑ ҫул пурӑнать вӑл ҫут тӗнчере, пӑлхарсене симӗс тӑхӑнма юрамастчӗ, юлан утпа пыратӑн пулсан, кашни тӗрӗке курмассерен лаша ҫинчен сиксе анмаллаччӗ, ҫавна пӗтӗмпе ас тӑвать-ха; пусмӑрта пурӑнан халӑх ывӑлӗ пулнӑ май хӑех вӑл мӗн-мӗн кӑна курнӑ та мӗн чӑтса ирттермен пуль те, халь тесен хӑй мӗн курнине ӗненесшӗн пулмарӗ. — Хӑвӑнне те хатӗрле, — тесе хучӗ хӗрхенме пӗлмен профессор, столоваялла кӗрсе. Кирияк вӑхӑт-вӑхӑт аллинчи хӗрлӗ чечекне шӑршлакаласа илет, унтан каллех хӑй таврашнелле тӗлли-паллисӗр ӑнтӑлать. Машина цилиндрӗсен поршӑнӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ; шатунсем авӑсса пыракан вала ҫавӑрттараймаҫҫӗ. Механик машинӑра темӗнле хӑрушӑ авари пулнине курса тата хурансем ан ҫуралччӗр тесе, вӗсенчен пар кӑларса ячӗ. Пӗри ҫӗлӗкӗ умне хут тытнӑ; тепри аллинчи сӑнни ҫине Юлай пуҫне тирсе лартнӑ: ӑна вӑл, сулласа илчӗ те хӳме урлӑ пирӗн паталла ывӑтрӗ. Мӗн ку малта? Вӑл лайӑхрахах шухӑшланӑ та, мӗн пур сӑлтавӗ те вӑл именнӗрен анчах пулса пырать пулӗ тесе, хӑйне хӑй ӗнентернӗ, вара ӑна ытларах кӑмӑл туса, кирлӗ пулсан, ачашласа та хавхалантарас тесе ӑс тытнӑ. Вӗсем пӗр-пӗрин ҫине жулик куҫӗсемпе пӑхса, ним вӑтанмасӑр чей ӗҫеҫҫӗ. — Е кирлӗ-и-мӗн? — юлхавлӑн ыйтнӑ Фома, юркавӗпе тата та лайӑхрах пӗркенсе. Ҫапла пуҫланчӗ ҫак тӗлӗнмелле, нихҫан пулман юрату, Макар уншӑн кӗҫех пуҫне хумарӗ. Амӑшӗ Николай патӗнче курнӑ адвокат ура ҫине тӑчӗ. Кун пек халӑхпа ҫӗнтеретпӗрех! Ун алли чӗтресе карӗ, вӑл кӗленчине хуллен сӗтел ҫине лартрӗ те пит тӑнласа итлеме тытӑнчӗ. Халь ӗнтӗ вӑл нимӗн те хӑраман. Ялтӑракан кантӑксем витӗр кулса ҫиҫекен ҫурхи хӗвел пӑхать, бук йывӑҫҫисен халлӗхе ҫара турачӗсем сулкаланаҫҫӗ, инҫетре вырӑнӗ-вырӑнӗпе ирӗлекен шурӑ юр саплӑкӗсем е тӗллӗн-тӗллӗн симӗсленсе шӑтса тухакан курӑклӑ уйсем курӑнса выртаҫҫӗ. Татах тепӗр хут калатӑп сана, мана унӑн укҫи кирлӗ те мар — эсӗ хӑвна валли те илме пултаратӑн ӑна. Пирӗн крепость таврашӗнче пурнӑҫ лӑпкӑ тӑрать. — Пысӑкрах ӗҫе лартсан, пурте ҫамрӑкланаҫҫӗ, — терӗ Виктор. Анчах Хӗвел вуншар миллиард ҫул та пурӑннӑ ӗнтӗ тата вуншар миллиард ҫул пурӑнма та пултарать. «Яр мана, эпӗ вӗт ку!» илтӗнчӗ ҫинҫе сасӑ. Ҫапла вара, тӑлӑх арӑмпа Тэчер судьян ку ӗҫе пӑрахма тивнӗ. Мӗншӗн сан аллуна тилхепе тыттарнӑ? — Ҫук-ха та, анчах эсир кам иккенне, ӑҫтан килнине ыйтма пултараҫҫӗ… Халӑх тӗлӗннипе ӑнран кайнӑ. Вӑл перех май хӗвелтухӑҫнелле пычӗ, ҫавӑнтан Бяла Черквана анасшӑнччӗ, Бяла Черкваран вӑл ҫаплах пӗр хыпар-хӑнар та пӗлеймерӗ-ха. Силезирен килнисен икӗ ачи вилнӗ те ӗнтӗ, виҫҫӗмӗш ачи — чирлӗ, икӗ эрне ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле кӗпер айӗнче ҫывӑрса пурӑнать; тӑранасса вӗсем урамра тупкаланӑ ҫимӗҫпе ҫеҫ хӑйсене тытаҫҫӗ. — Княжна сана юратса та пӑрахрӗ пулӗ, тетӗп эпӗ. Ӑна намӑс та, кичем те пулса кайнӑ; каҫ пуличченех вӑл киле таврӑнма, пӗчченех ҫӳресе ирттернӗ. Килте ӑна ашшӗн хӑтӑруллӑ ыйтӑвӗ кӗтсе тӑнӑ: — Фомка! Хӑрарӑм тени вӑл маншӑн — тьфу, урӑх нимӗн те мар. Эсӗ ан йӗр, хурӑн, шеремет, ан кулян, Вилсех каймӑн уншӑн — ҫуллаччен сывалан. — Ара, мӗн чухлӗ паратӑр? Ман шутпа, халех тухса шӑвӑнмалла та хӑвӑртрах тармалла. Хӗрхенетӗн, вӑтанатӑн, Шиллершӗн, Шеллингшӑн хуйхӑратӑн (вӑл вӗт яланах чаплӑ ҫынсене тупасшӑн), акӑ ӗнтӗ эсӗ ҫӗнтертӗн те, эпӗ вара, телейсӗрскер, шӳтлеме тӑрӑшатӑп… тата… ҫав хушӑра… Шубин сасартӑк йӗрсе ячӗ, ҫул айккине пӑрӑнса ҫӗре ларчӗ те ҫӳҫне тӑрмаласа тытрӗ. Акӑ хайхисем шырлан хӗррине ҫитрӗҫ те, вӗсен сӑмахӗсен вӗҫне илтсе юлтӑм: — Эсир ӗмӗрлӗхех Кавказра юласшӑн-и вара? — терӗ княжна. Дарья, пар-ха ӑна пӗр миска пӑтӑ, — терӗ Токарев, Павела сӗтел хушшине лартса. Хӑҫан пуҫлӑпӑр? Халӗ ӗнтӗ вӑл ирӗк халӑхӑн ҫӑмӑлттай шухӑшӗсене хӑюсӑррӑн пурнӑҫлакан ҫын мар. Кӑнтӑрла вӑл таврари хуторсенче, вӑрманти пуян утарсенче кун каҫать, ҫӗрле ҫулсем ҫине шӑвӑнса тухать, вӑрӑм чӗрнеллӗ аллипе вӗсене чавса аркатса пӗтерет, вара, ҫавнашкал тискер ӗҫ тунӑ хыҫҫӑн, хӑйӗн йӑвине кайса вырӑнаҫать. Федоровский поручик! — кӑшкӑрчӗ вӑл алӑкалла. — Пӗтерӗр те унта, эрех ӗҫме килӗр!.. Эпӗ малалла та мӗн каланине пурне те ӗненме ыйтатӑп. Тӳрӗ ҫынсен сӑнӗсем паллӑ, мӗншӗн тесен вӗсем урампа сахал ҫӳреҫҫӗ, — тӳрех калас пулать! Арто ун хыҫӗнчен пычӗ. Ун умӗнче шурӑ ӳтлӗ ҫын тӑнӑ. Ку шуйттансене мӗн кирлӗ кунта? Ҫывӑхарах кил-ха! — Питӗ лайӑх! Эпир — будённовецсем, пирӗн дивизи хулана илчӗ. Лешсем, тем ҫинчен тавлашса, ҫутса янӑ фонарӗсемпе пӗр-пӗрин ҫине суллаҫҫӗ. Юрату манӑн пӗтӗм кӑмӑл-шухӑша ҫавӑрса илчӗ. — Эсӗ ӑна, ҫав дисциплинӑна, тупса пар-ха! — хыттӑн каланипе пӑлханса тарласа ӳкрӗ Любишкин. — Ай-хай, мухтанчӑк эсӗ, салтак! Ҫӗрле ҫӳреме кирлӗ мар сире. Фома ун ҫине мӑкавлӑн пӑхса илнӗ те пуҫне сулкалама пуҫланӑ… Александра Ивановнӑна, паллах, эпӗ хам ответлӗп, эсӗ тӗрӗс калатӑн… Акӑ ултӑ сехет ҫитрӗ. Кичемлӗх пуснӑран, — ку мана маларах килӗшмен пек туйӑнсаччӗ пулин те, — эпӗ вырӑнти интеллигенципе: вунпилӗк ҫухрӑмра пурӑнакан ксендзпа, ун патӗнче службӑра тӑракан «пан органистпа», ҫакӑнти уретникпе тата отставкӑна унтер-офицер йышӗнчен тухнӑ кӳршӗ именири кантурҫӑпа паллашма хӑтланкаларӑм, анчах ман кунран ним те пулса пӗтеймерӗ. — Эпӗ вара революци хушнӑ пек вӗлерессишӗн тӑратӑп, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ Симурден. Эпӗ ҫеҫ ишме пӗлетӗп, ҫавӑнпа эпӗ шыва сикрӗм те ишме тытӑнтӑм; Гукер мисс мана ҫапла каласа ячӗ: енчен эпӗ никама та тупаймасан, унӑн кунта куккӑшӗ пур, манӑн ҫавна шырама каймалла — вӑл пырса ҫӑлма пултарать. Стрелоксен линийӗ патӗнче калаҫни, котелоксем танклаткаласа илни илтӗнет, — салтаксен кая юлнӑ каҫхи апачӗ пуҫланать. Ӑҫтан пулма пӗлнӗ… Океан пирӗн «Испаньолӑна» хытӑ силленнипе, шыв палуба патнех ҫитет. Кӗрлев хыҫҫӑнах — ҫавра ҫил. Мастерсем харлаттараҫҫӗ, тӗлӗкре йӑнӑшса илеҫҫӗ, тахӑшӗ сӑмахӗсемпе антӑха-антӑха кайса, тӗлӗкре аташса выртать, пулат ҫинчен Давидов хӑй пурӑнӑҫӗн юлашкисене сура-сура кӑларса пӑрахать. Хӑпарма ҫӑмӑл мар: ку — пӑчкӑ шӑлӗсем тӑрӑх хӑпарнипе пӗрех. Ҫара уран утни, ӳсӗрни, ассӑн сывлани, чӳречене перӗнни, хӗрарӑм кӗпи чӑштӑртатни илтӗнмессерен эпӗ вырӑн ҫинчен сике-сике тӑратӑп, вӑр-хурахла итлетӗп, — ун-кун пӑхкалатӑп, пӗр сӑлтавсӑрах пӑлханма тытӑнатӑп. Вандеец хирӗҫ калас вырӑнне:— Сывӑ пултӑр король! — тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Вӑл пуҫ янисем еннелле ҫаврӑнчӗ те — вӗсене илсе тухса кайма пуҫланӑ та ӗнтӗ — хыттӑн каларӗ: — Сыв пул, Федор! Тайлӑм тӑрӑх пӗр тикӗссӗн тӑсӑлса хӑпарать ҫӳлелле раща, курӑкӗ тӗттӗм, йывӑҫӗсем хура, сайра, чӗмсӗр, вӗсем тӗлӗрӳ витӗр темӗскере ним хускалми те тимлӗн итлеҫҫӗ. Адресне атте хӑй аллипе ҫырнӑ. Воропаев иртенпех ҫӗнӗ лекцие хатӗрленет. Лукашка кӳршӗ сунарҫӑн, Ерошка мучин, йыттине палласа илчӗ, ун хыҫҫӑн чӑтлӑхран тухакан сунарҫӑн мӗлкине те курчӗ. Эх, сержант господин! — Хамӑн пысӑклатса пӑхмалли трубана. — Хӑ-ӑй?! — тӗлӗнсе, кӑшкӑрса каланӑ Люба. Пар кутамккуна! Давыдов пирус илес тесе, аллине тӑсрӗ, ҫав вӑхӑтра секретарь унӑн алӑ тӳрчӗ ҫинчи тӗксӗм кӑвак татуировкине асӑрхарӗ те усӑнчӑк тути кӗтессисемпе йӑл куланҫи турӗ: — Илемлӗ те мухтавлӑ! — Пыр-ха эс ман пата, вара, ун пек кун пексем ҫине йӑлт куҫна уҫса ярӑп… вӗрентес пулать сана! — «Халӗ вӑл пӑрахӑҫа тухнӑ, — тесе асӑрхаттарчӗ вӑл, урапа ҫинчен анса: — ҫапах та, пӑхма юрать». Акӑ сана ҫӗрӗпе ӗҫлемелӗх ӗҫ… Елена хӑраса ӳкнипе хытса кайрӗ. Хӑй тӗллӗнех ҫакнашкал пулса пычӗ: вӑл кӑвак ҫутӑпа пӗрле вӑранчӗ. Патшана пуҫватмӑшсемпе сӑнаса пӑхас кӑмӑлпа, ун патне вӑл пуринчен малтан чи ҫепӗҫ вӑхӑтри аллӑ яшпа аллӑ хӗре янӑ. Джон Мангльс, ҫамрӑк ҫын пулсан та, хӑй ӗҫӗнче ҫӗнӗ ҫын мар: вӑл Глазгори чи лайӑх шкиперсенчен пӗрин вырӑнӗнче тӑрать. Чи йывӑрри маншӑн пӳртре пурӑнассипе кравать ҫинче ҫывӑрасси пулчӗ; сивӗсем пуҫланиччен эпӗ хӑш-пӗр чух пурпӗр килтен тухса кайса вӑрманта ҫывӑркаларӑм, ку маншӑн кану вырӑнне пулчӗ. — Мана вӑл сан ҫинчен каласа пачӗ! — терӗ Павел кулса. Михайло кӗлеткине тӳрлетрӗ, йӗри-тавралла пӑхрӗ, пуҫне силлесе илчӗ… — Засекина княгиня килте-и? — ыйтрӑм эпӗ. Тӗрӗссипе калас пулсан, ҫара тӳремлӗхпе иртсе пыма Гленарвана авантарах пулӗччӗ: мӗншӗн тесен вӑрманта капкӑна ҫакланма тӳрем ҫӗртинчен ҫӑмӑлтарах. Унӑн чунӗ ҫӳлти патшалӑха кӗрсен, вӑл унта та сире юратӗ, унта та сирӗн ҫине пӑхса савӑнӗ. Ҫак вӑхӑтра Сорочинцӑри заседатель иртсе пырас пулсан — вӑл ӑна асӑрханӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен заседатель нимле тухатмӑш карчӑка та куҫ тӗлне тумасӑр ирттерсе ямасть. Заседатель ял ҫынни лашисемпе, тройкӑпа ҫӳрет. Пуҫне улансенни евӗр кӑтрашка кӑшкарлӑ ҫӗлӗк тӑхӑнса ярать, кӑвак тӑлӑппа, тӑлӑпӑн аркисене хура та пӑтӑр-пӑтӑр кӑтрашкаллӑ путек тирӗ тыттарнӑ; аллинче вара тем шуйттанла явнӑ саламат, унпа вӑл кирек хӑҫан та хӑйӗн ямшӑкне хӑваласа пырать. Ку Соломбала ӗнтӗ, кунта эпӗ 1913-мӗш ҫулхине «Св. Мария» тухса кайма хатӗрленнӗ чух Татаринов капитан пурӑннӑ ҫурта та тупрӑм. Ку вӑл ракета пуҫӗнче вырнаҫтарнӑ 508 кг туртакан спутник пулнӑ. — Вӑл макӑрма та хӑтланса пӑхрӗ, анчах нимӗн те тухмарӗ. Ӑна тӑван ҫӗршыв тесе мана кам панӑ? — Ну, пӗтер калаҫӑва! — уҫӑмлах мар каласа хучӗ те вӑл, Шалый енне ҫаврӑнчӗ. — О, ҫапла ҫав! — терӗ Реде, хӑй ларнӑ ҫӗртен хускаламасӑр. Сирӗншӗн пулсан, хӑть те мӗн ту — пурпӗрех! Хуҫи хирӗҫ нимӗн те каламан. Анчах тепӗр минутранах вӑл сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те питӗ хытӑ тарӑхнипе ҫӳҫне-пуҫне ҫатӑрласа тытса, ҫакӑн пек шухӑшлама тытӑнчӗ: «Мӗн тери сӳсленчӗк ҫын иккен эпӗ, калама та халӑм ҫитмест! Мӗнле лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ эсир, ӑна грексен тумне тумлантарнӑ. Судьясем — Феррари полковник, драгун майорӗ тата папа гвардийӗн икӗ офицерӗ пулчӗҫ, свидетельсенчен ыйтса пӗлнӗ, приговор ҫине алӑ пуснӑ. Мӗншӗн вара эсир гвардирен гарнизона куҫрӑр? — тесе татах ыйтрӗ вӑл. Эсир хӑранипе чӗтресе кайрӑр. Акӑ вӗсем ҫемҫе чӗреллӗ святойсем! Вӑл Колчона чавсипе сӗртӗнсех иртме пултарать те, Колчо ӑна пӗлеймест-ҫке. «Ӳксе ҫӗмӗрӗлсе юнланса пӗтрӗм пулас, эпӗ» — шухӑшласа илчӗ вӑл, унтан вара вӑл, хай, хӑй умӗнчен ҫаплах-ха вӗлтлетсе иртекен салтаксем хӑйне таптаса каясран, ытларах та ытларах хӑрама пуҫларӗ, вӑл петӗм вӑйне пухрӗ, «мана та илсе кайӑр-ха» тесе кӑшкӑрма тӑчӗ, анчах кӑшкӑрас вырӑнне чӑтма ҫук хытӑ йынӑшса илчӗ, хӑй йынӑшнине илтсе, хӑй хӑраса ӳкрӗ. — Кӑна эсир мӗншӗн калатӑр? Кӑна эсир хӑвӑр та ӗненместӗр вӗт. Ыран округа каятпӑр, хӗрне инҫе ҫула хатӗрле. Хресчен ҫӗкленӗ аллине усма та ӗлкӗреймерӗ, ача амӑшӗ утма пуҫларӗ. Туфта Дубава ҫинчен заявлени ҫырса пачӗ, анчах Аким мана тухма хушрӗ те унпала пӗр вунӑ минута яхӑн калаҫрӗ. Куратӑр-и, вилнӗ чухне юратнӑ хӗрарӑм ятне асӑнакан тата таса помада сӗрнӗ е помада сӗрмен ҫӳҫ пайӑрки парса хӑваракан ҫулсенчен тухнӑ эпӗ. — Командир, — терӗ Ла-Вьевиль, капитана честь парса, — манӑн рапорта итлеме ыйтатӑп. Тӗреклӗ алӑра пулсан, ку вара хӑрушӑ япала: сан ҫине тапӑнакансем кирек мӗн чухлӗ пулсан та, унпа ултӑ хут персе ярсан — сан валли ҫул уҫӑ пулать. Апла-тӑк, мучирен ыйт. Эпӗ хам йӑнӑшатӑп пулас. — Пӗлместӗп. — Пит час-ҫке? Тата мӗн шутлама пултарчӗ-ха Дик, хулара Уэлдон миссис та, ӑна вӑрласа каяканӗсем те курӑнмаҫҫӗ пулсан? «Аслӑ» атаман хӑйӗн ҫарне хӑй тӗрӗслесе тухма шут тытнӑ. Турра ӗненмеҫҫӗ вӗсем, ыттисене те чиркӳсене ҫаратма ӳкӗтлеҫҫӗ, — ак мӗнлескерсем вӗсем! «Манӑм чӗрере ҫакӑн пек йывӑрлӑх пурри ҫинчен пӗлнӗ пулсан, вӑл мана хӗрхенетчӗ-ши? — тесе ыйтнӑ Том хӑйӗнчен хӑй. — Итлетӗп, — терӗ Никита, «хӑй укҫипе ӗҫнӗ» эрех пуҫ патне пынӑ пирки кӑмӑлӗ ун ҫемҫелсе кайрӗ, вӑл, халь-халь макӑрса яма хатӗрленсе, куҫӗсене мӑчлаттарма тытӑнчӗ. — Эсир мӗншӗн ҫуранах? — ыйтрӗ Комков ӑна хуса ҫитсен. — Юри тунинчен хӑрамалли ҫук вара. Чӳрече патӗнче Гоголев чеканщик — тем пысӑкӑш кӑвак сӑмсаллӑ, ӳсӗр старик, мӑлатукпа чӳречесем айӗнче шаккаса ларать; юррӑн ӳркевлӗ юхӑмне пӗрмаях мӑлатукпа шак-шак тутарнӑ сасӑ пыра-пыра кӗрет — шӗкӗ йывӑҫа кӑшланӑ майлӑ туйӑнать. Ҫӳллӗ крыльца ҫинчен Михаил Ивановичӑн хӗнесе пӗтернӗ хура сӑн-питне уҫҫӑнах курчӗ, куҫӗ хӗрӳллӗн ҫуталнине те уйӑрса илчӗ, унӑн хӑйӗн те Рыбина курӑнас килчӗ ҫавӑнпа вӑл чӗрне вӗҫҫӗн кармашса тӑрса, ун еннелле тинкеререх пӑхрӗ. Шӑп сакӑр сехетре эпӗ княгиня пурӑннӑ флигелӗн мал пӳлӗмне пырса кӗтӗм — сюртукпа, ҫӳҫӗме ҫӳлелле хӑпартса туранӑ. Тен вал Тоня ҫинчен манса та кайнӑ-и ӗнтӗ. Миҫе кун иртрӗ ӗнтӗ вӗсем юлашки хут тӗл пулнӑ хыҫҫӑн? — Мана сирӗн ҫинчен каласа пачӗҫ, — терӗ тӳрех Сталин, — эсир районта ӗҫлеме шут тытнӑ, ман шутпа, ку ӗнтӗ лайӑх. Кая юлнӑ тата тискер те хаяр. Хронометр: ирхине 8 сехет те 17 минут. Эпӗ вӑл — пӗр йышши ҫын, вӗсем вара, Татариновсем, урӑхла йышшисем. Эпӗ кун ирттӗр те ҫӗр ирттӗр тенӗ пек кӑна пурӑнтӑм, пирус сутрӑм, сарӑ, симӗс, сара раксем тытрӑм, — сенкер раксем пурпӗрех пӗрре те лекмерӗҫ. Вӗсенчен пӗри ӳсӗр сасӑпа кӑшкӑрса, корма ҫинчи чӳречене уҫрӗ те, темӗнле япалана, пушӑ бутылкӑна пулас, шыва печӗ. Вӑл та хӑйӗнне каласа панӑ, Пӗррехинче вӑл ҫулла, Петрав кунӗ ыран тенӗ чух, пуҫ айне улӑм хурса ӗне картинчех ҫывӑрма выртнӑ-мӗн. Ун чухне унта пырса кӗме чӗтренсе тӑракан каҫма урлӑ ҫеҫ каҫнӑ, ӑна пуртӑпа пӗрре ҫапнипех ишсе антарма май пулнӑ. Хуан-Фернандец утравӗн хӗррине икӗ моряка умлӑн-хыҫлӑн кӑларса ывӑтнӑ пулсан, Тристан д'Акунья ҫинче те икӗ ученӑя ҫав шӑпах ҫакланнӑ. Вӗсем кӑшт пурнӑҫпа ҫыхӑнса тӑнӑ пек туйӑнакан пӗлӳсемпе те ниепле майпа усӑ курма пӗлмен. — Ну, эсӗ чӑнах та ялта пурӑннӑ пулас. Эпӗ хама сивӗ, ҫуллӑ кӗленче ӑшне кӳртсе лартнӑ пек туятӑп; вӑл ерипен кӑна анаталла шуса пырать, эпӗ ун ӑшне ӳпре пек ҫыпҫӑнса ларнӑ. Эпӗ Олеҫҫӑна пӗр-пӗр шӳтпе тавӑрасшӑнччӗ, — пултараймарӑм: ун сӑмахӗсенче чӗререн ӗненни ытла нумайччӗ, ҫавӑнпа мар-и, вӑл, шӑпа пирки асӑнса, алӑк ҫинелле пит хӑраса пӑхса илсен, эпӗ те ирӗксӗрех ун хыҫӗнчен ҫав хусканӑвах турам. — Ну, пӑхса парас килмест пулсан, ун чухне мӗн тухнине каласа кӑтарт эппин? — ыйтрам эпӗ. Эпӗ пит савӑнса тупа турӑм та, условисенчен хӑшӗсем маншӑн чыслах мар пулнӑ пулин те, пурне те алӑ пусрӑм. Вӗсене пурне те аслӑ адмирал Скайреш Болголам курайманнипе каласа ҫыртарнӑ. Юрттипе хытӑрах!» Ҫаплах куҫа шартарса ямалла хӗвел ҫутатать, куҫ ҫаплах тӳсме ҫук хытӑ сурать. Ыран, эпир пӗр каҫ кайнӑ хыҫҫӑн, пирӗнтен иккӗшӗ разведкӑна кайӗҫ. Пӗр чаплӑ полковник сӑмса курма тесе килӗнчен юриех иртерех тухнӑ та пухӑннӑ халӑха аран-аран сиркелесе кӗнӗ; анчах тарӑхса кайнӑ: магазин чӳречинчен нимле сӑмса та курӑнман, унта тӑла фуфайка ҫакӑнса тӑнӑ тата чӑлхине хӑпартакан хӗре, ун ҫине пӗр йывӑҫ хыҫӗнчен вӑрттӑн пӑхса тӑракан ҫинҫе сухаллӑ, жилет тӑхӑннӑ вӗҫкӗне ӳкернӗ картинка курӑннӑ — ку картинка ӗнтӗ пӗр вырӑнта вунӑ ҫул ытла ҫакӑнса тӑрать. Атте хӑвӑрт ман ҫине пӑхса илчӗ. «Эпӗ ӑна ӳкерсе хӑварман, — терӗ вӑл, — эпӗ ӑна персе хӑвартӑм». Ара нимӗн те ӑнланмасть вӑл, нимӗн те хирӗҫ чӗнмест, — хушса хучӗ хӗр, хӑй ӑссӗн калаҫнӑ евӗр. Ух-хмах! Эх, мӗн каламалли пур ӗнтӗ унта! Вӑл каллех аллине сӳрӗккӗн сулса ячӗ. Кайран вара, Новороссийскран Гремячий Лог хуторне каялла таврӑнсан, Островновсемпе Лапшинов чӗрӗ юлнине пӗлсен, мӗн тери сехрине хӑптарса пурӑнмарӗ-ши Хопров! Ҫакна илтсен ман арӑм ҫав тери хавасланчӗ, ҫӗр хута ӗҫрӗ, пӗрмай сан ҫинчен калаҫать хӑй, сисетӗп эпӗ, тет, ку ӗҫре вӑл та пулнах ӗнтӗ, пӗр-пӗр паттӑрла ӗҫ тунах ӗнтӗ вӑл, тет»… Ҫакӑн хыҫҫӑн вара гургопа унӑн свити мана пит чыслӑн пуҫ тайса илчӗҫ те, хӗпӗртесе ман патран кайрӗҫ. Танька! Ҫав ҫынсем хресченсем пулнӑ. Унӑн сӑн-сӑпачӗ илемсӗртерех, кӳлепи те ҫавнашкалтарах, — анчах пӗрпеклӗхӗ пушшех те лайӑх палӑрать. Кил хуҫи арӑмӗпе кинӗ сӗтел ҫинчи чашӑк-тирӗксене йӑпӑр-япӑрах пуҫтарса илчӗҫ те, кил хуҫин куҫхаршийӗсем хускалса илнине пӑхӑнса, кухньӑна тухса кайрӗҫ. Унтан аса илчӗ: — Эппин кунтан каяс тетӗн? Буфетри прислуга мана ҫамка айӗн чалӑшшӑн пӑхма тытӑнчӗ. — Эй, эсӗ, кӗнеке вулакан! Мана курсан вӑл ҫывӑхах пычӗ те:— Эсӗ, йӗкӗт, ӑҫтан? — тесе ыйтрӗ. — Эпӗ хӗрӗх асапҫӑ кунне ытларах хисеплетӗп, — тесе хучӗ Димчо пуп. Вӑл хуллен сулкаланса, ҫамкине сӑтӑркаласа Егор патне пычӗ те, унӑн аллине чӑмӑртаса, аяккалла кайса тӑчӗ. Анчах вӗсем сивчир силленӗ пек пӑхкаласа пыни усӑсӑрах пулчӗ. — Иван, Николай Еремеич. Эпӗ ӑна пытармастӑп-ҫке? Купец патшалӑхра чи малти вӑй, мӗншӗн тесен, унра миллионсем! Вӗҫӗ-хӗррисӗр океан вӗсене хӑратать, пӑрахут силленни ывӑнтарать. Арестленисем пурте пуҫӗсене алӑк еннелле ҫавӑрчӗҫ. Чӳрече хупӑлчин хушӑкӗ сарлака. — Ҫук, сэр, — тавӑрчӗ Джим. Хӗрарӑмӗ — пырать, анчах кӑшкӑрашма юратать, ниепле те пӑрахтараймастӑп… Шӑп ҫакӑнта ӑна хиртен икӗ енчен коронӑланӑ гетман Потоцкий хупӑрласа илчӗ. Сӑн-пичӗ те, ӳчӗ те темӗнле хӑмӑртарах тӗслӗ ун, ырхан вӑл, шӑмми кӑна тӑрса юлнӑ. Кантӑк куҫӗсенчен тӗттӗм каҫ кармашса пӑхать, хӑш-пӗр тӗлте лампа ҫутипе ялкӑшакан садри симӗс ҫулҫӑсем курӑнаҫҫӗ. Леденев Мускаври ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтерчӗ. Унтан вӗсене Устенька патне чӗнӗпӗр: вӗсене бал туса парас пулать. Малалла кайнӑҫемӗн, усадьбӑра пурӑннӑ чухнехи мӑран та ыйха яракан лӑпкӑ сасӑсем вырӑнне халь унӑн хӑлхине вӗҫӗ-хӗррисӗр анлӑ ҫӗнӗ тӗнчен ҫӗнӗ сассисем янӑраса пырса кӗреҫҫӗ… Наряд тӑрӑх, хӗрарӑм бригадисем вӑрманти кӳлӗсенче пулӑ тытнӑ, ҫав пулӑпах вара ял-йыш ҫыннисем хӗл каҫнӑ та. — Мур илесшӗсем тем пек ухтарсассӑн та, эпӗ пытарма ӗлкӗртӗмех. Яшӑн сӑн-пичӗ ҫиҫсе илчӗ. Американец ӑнлантарни тӗрӗс пекех туйӑнчӗ. — Оля, — терӗ ашшӗ, ура ҫине тӑрса, — пӗлместӗп ӗнтӗ… анчах Женька начар ушкӑна лекме пултарнине пӗрре те ӗненессӗм килмест. — Халӗ эпир мӗн тарӑнӑшӗнче ӗнтӗ? Савӑнӑр! — Аван. Вӗсем хӗвелпе уйӑх мӗнле ҫаврӑннине те, вӗсем хыҫҫӑн тӗттӗмленнине те аванах пӗлеҫҫӗ. Ҫакна вӗсем хӑйсен астрономийӗн чи пысӑк ҫитӗнӗвӗ тесе шутлаҫҫӗ. Хуткупӑс пирки Корчагина ҫамрӑксем «хӑйсен ҫынни» тесе шутлаҫҫӗ, чунлӑ ҫамрӑксен комсомола кӗрес ҫулӗсем нумайӑшӗн ҫакӑнтан, илӗртсе юрлакан хуткупӑсран пуҫланса кайрӗ: е чуна ҫӗклентерсе малалла хавхалантаракан марш кӗвви каласа, е Украинӑн хурланчӑк юррисен ачаш та ҫепӗҫ кӗввисене выляса парса, Павел вӗсене хӑй енне ҫавӑрать. Вӑл мана пуҫ тайрӗ, куҫӗнче мана ӳпкелени курӑнать. Хӗвел тухас умӗн бригада будки патне юланутлӑ ҫын пычӗ. — Мӗн тӑвас тетӗн, килӗшес пулать, — терӗ Озеров. — Антив, юлам… Каҫа хирӗҫ эпир ҫурма ҫула ҫитсе Крезольбт ялӗнче выртса ҫӗр каҫрӑмӑр. Анчах ку та нимех те мар-ха. Пӑши тарнӑ ӗнтӗ, ун вырӑнне ҫывӑхрах тепӗр сасӑ илтӗнет, — темӗнле вӑйсӑр чӗрчун сасси. Паллах, ӑна ҫӗнтерет, анчах мӗншӗн-ха вӑл ҫав териех хирӗҫет? «Ах, тӗрлӗ ӳсентӑрансем пулса кайни, мӗн тери интереслӗ ку! — Эпе кайса пытанатӑп, Давыдов юлташ. Шыв Дик Сэнд чӗркуҫҫийӗсем таран хӑпарсан, вӑл юлашки хут хӑйне ҫыхнӑ вӗренсене татасшӑн туртӑнса илчӗ. Кораблев ҫаплах алӑкӑн-тӗпелӗн уткаласа ҫӳрерӗ, Марья Васильевна чарӑна пӗлми табак туртрӗ, ун умӗнчи пепельница ҫине вара пӗр купа хӗп-хӗрлӗ (унӑн сӑрланӑ тутинчен ернӗ ӗнтӗ) пирус тӗпӗсем пуҫтарӑнчӗҫ. Марья Кириловна та хӑй ҫуралнӑранпа иккӗмӗш хут кӑна куракан ҫын патӗнче хӑйне ним именмесӗр, вӑтанса тӑмасӑр тыткаларӗ, ирӗккӗн калаҫрӗ. Чӳрече анинче ларакан ҫамрӑк ҫын ман пата пӗшкӗнсе ыйтать: — Эсир — Пешков, булочник пулатӑр-и? Кӳреннӗ ҫын аслӑ Артамоновшӑн ытларах та ытларах палӑрмалла, сисӗнмелле пулса пынӑ. Лось урисене хуҫлатнӑ та диван кӗтесӗнче ларать, Гусев ҫине курмасӑр пӑхать. Кунти халӑх писателӗ ку тӗлӗшпе мӗн каланине ман пит пӗлес килчӗ. Ҫунса кайма ӳстертӗм-и вара эпӗ сире, ҫунса кайма хам кӑкӑра ӗмтертӗм-и, сирӗншӗн ҫавӑн чухлӗ инҫе утрӑм-и?.. Текех именсе тӑмасӑр, Шалый аллине Давыдов чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ те:— Акӑ мӗн, пулӑшаканӑм, ҫапла калаҫса татӑлар: мӗн те пулин пулсан, ман ҫине ямалла мар. Эпир унпа салтак ҫинчен тапраткаларӑмӑр; вӑл ӑна «чармак куҫлӑ пӑру» тесе, е тата урӑх кулӑшла сӑмахсемпе те тӑрӑхлатчӗ, — ку пире лӑплантаратчӗ. Тепӗр тесен, ҫӗр каҫипе хум ҫапса карапа пуҫӗпех аркатнӑ, халь унран тинӗсре ишсе ҫӳрекен хуҫӑксем ҫеҫ юлнӑ. Говэн ун умне чӗркуҫленсе тӑчӗ. — Ман учителӗм! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Вӑл тата материкӗн хӗвеланӑҫ енчи ҫыранӗсем ҫинче Пизарро тӑванӗсем ҫӳрени ҫинчен те каласа паратчӗ. Вӑл мана курсанах сиксе ларма хатӗр пулчӗ. Вӑл чарӑнчӗ те ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илчӗ. Ун пичӗн хӑйне ҫех тивӗҫекен илемне, пӗрре курсан, манасса та ниепле манаймастӑн, ҫакӑнпа пӗрлех ӑна, хӑнӑхса ҫитсессӗн те, ӳкерсе кӑтартма питӗ йывӑр. Эпӗ ҫакна ӑнлантӑм: тӑрса тухса каяс тесен, макӑн малтан урана ӑҫта пусасси, пуҫпа, аласемпе мӗн тӑвасси ҫинчен шухӑшламалла; пӗр сӑмахпа каласан, ӗнер ҫур бутылка шампански ӗҫсен эпӗ мӗн туйнӑ, халӗ те ҫавнах туятӑп. Айтӑр, чей ӗҫме тытӑнӑпӑр.. Вӑл: «Хаклӑ граждансемпе карчӑксем», — терӗ, эсӗ те ун пекех: ҫав кӑмака ҫумӗнченех ташлама тытӑнатӑн. Вӗсен пуҫӗсем ҫинче кукӑр-макӑр, лапсӑркка юман ҫулҫи шавлать, ҫулҫӑ витӗр тӑрӑ пӗлӗт кӑвакарать… Вӑл алӑкран тӑваттӑмӗш станок хушшине кӗчӗ те выртакан хура лашана урипе тӗртсе тӑратрӗ, сапаласа улӑм сарса пачӗ. Эпӗ илтсе те юлаймарӑм. — Эп, Настасья Петровна, гимназие прошени патӑм ӗнтӗ, — залра вилнӗ ҫын выртнӑ чухнехи пек сасӑпа калаҫрӗ Иван Иваныч. — Мак-Набс тусӑм, сирӗн шухӑш мӗнле? — тесе ыйтрӗ Гленарван. Маркитантка салтакла вирлӗ сасӑпа: — Эсир мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ. Анчах унӑн сассинче ӑшӑ кӑмӑл пурри те сисӗнет. Кӑна мӗнле вара нимӗн те курман-ха эпӗ? — Ӑҫта? Вӑт эпӗ унтан, авланассинчен, ҫут тӗнчере нимрен ытла пӑркалантӑм! Ӑна винтовкӑран хаплаттарнӑ та — акӑ сана этем! Унӑн кӗрен чӗлхи ҫинчен шӗвӗр сухалӗ ҫине тумлам-тумлам тӑрӑ сӗлеке юхса анать. — Ромашов подпоручик — пирӗннисем, пензӑсем! — Вӑл йӑнӑшмасть вара… Маркизпа ыйткалакан пӗшкӗнсе, кӑштах хырӑмпа та шурӗҫ, йывӑҫ тымарӗсемпе пӳлсе читлӗх евӗр тунӑ темиҫе пӳлӗмлӗ ҫӗр пӳрте кӗчӗҫ. Вӗсем тинӗс курӑкӗ сарса хунӑ вырӑн ҫине ларчӗҫ. — Нагульнов ассӑн сывласа илчӗ те аллисене сарса пӑрахрӗ: — Ҫын шуйттана ҫаврӑннӑ пулсан, мӗн тӑвӑн-ха ӗнтӗ? — Ҫаплах. Хаҫат ҫинчен усал ят сарӑлма пултарать. Носков ҫавӑнтах ӑс памалла каласа хучӗ: — Унсӑрӑн — пурӑнмаҫҫӗ. — Мӗн юлма пултарнӑ ӗнтӗ ҫирӗм тӑхӑр ҫул иртсен? — Кунталла! — тесе кӑшкӑрса ячӗ те Морис, лашине шпорӗсемпе тӗртсе илсе, кӗтӳ хыҫнелле кайма пуҫларӗ. Ҫӗр каҫах, мӗн ирчченех юрлаҫҫӗ, вара хӑшӗ ҫӳлерех илме пултарать, ӑна парне парать. Эх, эпӗ нумайччен иккӗленсе тӑтӑм, асаплантӑм, анчах эсӗ манпа мӗн тӑвас тетен, ҫавна тӑватӑн. Мӗн сӑлтавпа? Тыткӑна лекнӗ ҫынсен ушкӑнӗ темиҫе ҫӗр сасӑпа ҫухӑрса ячӗ, ним тума пӗлмесӗр, уй тӑрӑх унталла-кунталла чупма пуҫларӗ, каялла та тарма тытӑннӑччӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах, уйрӑм ҫынсене ураран ӳкере-ӳкерех каллех малалла — траншея патнелле килме пуҫларӗ. Леш ҫынсем Джима шырама утрав ҫине кайрӗҫ пулсан, унта вӗсем эпӗ чӗртсе хӑварнӑ кӑвайта тупнах ӗнтӗ, вара ун умӗнче ҫӗрӗпех Джима кӗтсе ларнӑ. Халӑх юхӑмӗ Огнянова та Бяла Черкваран аяккалла илсе кайрӗ. Шинель ҫухине тӑратса, ҫӗлӗкне ҫамки ҫине антарса лартать те райком балконӗ ҫинче сехечӗ-сехечӗпе ларать вӑл халӗ. Мӗскӗн ачасем! Вӑл диван ҫинчен кивелсе пӗтнӗ сарӑ хупӑллӑ кӗнеке илчӗ. Вӑл ҫав ҫынсем юриех ним ҫине пӑхман пек утнине, аллисемпе ятарласа сулкаланине, сӑнӗпе хӑйсене ывӑннӑ пек, кичемленнӗ пек кӑтартма тӑрӑшнине, анчах та вӗсен сиккелекен киревсӗр куҫӗ хӑрарах, айӑпа кӗнӗ пек ҫутӑлса пынине лайӑх пӗлет. Хӑй ӑшӗнче татти-сыпписӗр пӑлханнӑ пирки, вӑл ырханланса кайрӗ, анчах кун пек чухне, ялан пулнӑ пек, тата хитререх курӑна пуҫларӗ. Вӑл питӗ хыттӑн та йывӑррӑн сывлать. Куҫӗсем хӑйӗн хупӑннӑ, пичӗ йӑмӑхланнӑ. Вӑл хӑй каларӗ вӗт: сеттльментрен тавӑрӑнсан, кунта пӗр каҫлӑха ҫеҫ юлатӑп, тесе. — Нивушлӗ эсир ҫапла тунӑ пулӑттӑр? — тесе ыйтрӗ Паганель. Манпа пӗр варта ӳснӗ тӑван пит ҫынпа хутшӑнма юратаканскер, анчах халь ӑна, шеремете, ҫынсене сахал курма тивет. Анчах ма ҫавӑн пек хытӑ чӗреллӗ пулмалла-ха? Каларӑм-ҫке вӑл сывах тесе. — Эй, патша турӑмҫӑм! — йынӑшса ячӗ Савельич. — Олеся, мӗне пула эс? — ыйтрӑм эпӗ сехӗрленсе. Кусене, ман шухӑшпа, пурне те нимӗҫ тимӗрҫисем, чи хаклӑ хакпа тунӑ…» Ҫав сӑмаха ҫын курман чухне илтнӗшӗн те Иван Иванович, хӑйне хӑй манса, тем пек ҫиленсе кайрӗ иккен те, — ун пек ҫиленнӗ ҫынна курмашкӑн турӑ ҫеҫ ан пӳртӗр, — халь ӗнтӗ хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, юратнӑ вулакансем, пӗтӗм хӑнасем умӗнче, вӗсен умӗнче Иван Иванович юри килӗшӳллӗ пуласшӑн тӑрӑшсаччӗ-ха, ҫавсем умӗнче ҫак ҫапса пӑрахас пек усал сӑмах илтни мӗнле мӑшкӑл? Туннель авӑккӑн пӑрӑнчӗ. Мӗн турӗ тесе шухӑшлатӑр эсир ҫав офицер, эпӗ ӑна сухалне хырса, пудра сӗрсе пӗтӗм ӗҫсене первӑй сорт туса пӗтернӗ хыҫҫӑн, вӑл хуллен кӑна тӑрать те мана, укҫа тӳлес вырӑнне, влаҫа хирӗҫ агитациленӗшӗн хупса лартать. Фратю кӑшкӑрнине хирӗҫ пӗр сӑмах та илтӗнмерӗ. Валька пӗр хутчен асне илсен ҫеҫ, вӑл та манса кайӗ. Пӳлӗмӗн пӗр кӗтессине вараланчӑк хулӑн вителӗкпе витнӗ пысӑк кравать лартнӑ, тепӗр кӗтессинче — комодпа лӑсканчӑк тумтир купи: хытӑ крахмалланӑ юбкӑсемпе ача кӗпи-йӗмӗ таранах темӗн те пӗр тупма пулать унта. Мануэль шухӑша кайрӗ, ахӑрнех, асаилӳсене пӗрлештерчӗ пулмалла. «Аха, — шухӑшларӗ Гек, — вӗсем укҫине ӗлӗк чул кӑларнӑ вырӑна алтса чикесшӗн курӑнать». Бутылкӑсем! — Сывӑ пулӑр… Николай Петрович ҫамрӑк «нигилистран» хӑракаласа тӑнӑ, Аркадий унпа явӑҫнинчен ырриех пулӗ-ши, тесе иккӗленнӗ; анчах хӑй ӑна кӑмӑллӑнах итленӗ, вӑл физикӑлла, химилле опытсем тунӑ чухне хаваслансах пӑхса тӑнӑ. Серёжӑпа юнашар чӑсланкӑ та ырхан Антек Клопатовский, хӑма заводӗнче ӗҫлекенскер, утать. Унӑн шлепки, ҫерапэ тата лассо унки выртнӑ, урӑх нимӗн те ҫук. Мӗскершӗнне пӗлместӗп, анчах эпир ӑна хӗнемерӗмӗр. — Мана кӗтеҫҫӗ пулӗ? Ну, мӗн илтӗн вара ҫак сӑмахпа? — Пӗлетӗн-и эсӗ, санпа пӗрле пыма пултараймастӑп эпӗ, пичче, — терӗ вӑл. Наталья сада тухрӗ; сывлӑм ӳкнӗ йӗпе курӑк урасене сиввӗн лексе кӑтӑклать; вӑрман хыҫӗнчен халӗ кӑна хӗвел тухрӗ, унӑн чалӑш пайӑркисем куҫа йӑмӑхтараҫҫӗ. Тихон ун ҫине чалӑшшӑн, куҫ шуррисемпе пӑхса илчӗ те ҫурма-сасӑпа:— Серафим сиенлӗ ҫынччӗ, — терӗ. Тӗнчен авалхи вӑхӑтри пур саманисемпе те паллашас майпа, эпӗ ыйтнӑ тӑрӑх утрав пуҫлӑхӗ ман пата авалхи пайтах чаплӑ ҫынсене чӗнсе илчӗ. Анчах вӗсем ҫинче тӗплӗн чарӑнса тӑнипе эпӗ вулакана йӑлӑхтарсах ҫитернӗ пулӑттӑм. — Эпӗ летчиксен шкулне каятӑп. Час-часах ятлаҫатчӗҫ, хӑшпӗр чухне ҫапӑҫасси патнех ҫитетчӗҫ, анчах Смурый хӗнеместчӗҫ, — вӑл этем шутсӑр вӑйлӑччӗ, ҫитменнине тата капитан арӑмӗ, арҫын сӑнлӑ та, арҫын ача пек, якан каснӑ ҫӳҫлӗ, пысӑк, патмар хӗрарӑм унпа час-часах кӑмӑллӑн калаҫатчӗ.. Анчах вӑл маншӑн ҫав тери чее, ҫаврӑнӑҫуллӑ тата вӑр-вар пулнӑ. Юлашкинчен, вӑл Хура Йытта хӑвалама янӑ ҫынсем иккӗшӗ те тавӑрӑнчӗҫ. Йывӑррӑн сывласа вӗсем Хура Йытта ҫынсем ушкӑнӗ хушшине пытанма май килни ҫинчен пӗлтерчӗҫ. Трактир хуҫи вӗсене урнӑ пекех вӑрҫма пикенчӗ, эпӗ вара Тӑсланкӑ Джон нимӗн чухлӗ те айӑплӑ ҫын маррине татӑклӑнах ӗнентӗм. Ку ӗнтӗ сирӗн, коммунистсен ӗҫӗ. Эсир кун пирки пурне те ӑнлантарса пама тивӗҫ. Ҫинчен тата вӑл суд йӗркине те тытса пымасть, айӑплаканӑн сӑмахне те, хӳтӗленекенне те итлесе пӑхасшӑн мар, ҫавӑнтах приговор йышӑнать: пӗрне пуҫӗнчен шӑлать, тепӗрне хӑлхинчен туртать, чи кӗҫӗннине вара — ҫавна кӳрентернӗ те иккен — питӗнчен чуп тӑва-чуп тава илет. Ун ҫинчен полковнике штабрах пӗлтерчӗҫ, Полковник, вечера хӑй пырса чыс тума шутланӑскер, ӗлӗк подпоручик пулнӑ, халӗ хорунжи Паляныця ятлӑ адъютанчӗн сӑмахне итлерӗ те, ун ҫине пӑхмасӑрах, татӑклӑн хушрӗ: — Ҫутӑ пулмаллах. Воропаева! — сасартӑк кӑшкӑрчӗ тахӑшӗ. — Эпӗ пирвай тесе калатӑп-и вара? Сердюк хӑйпе пӗрле хӑмӑшран тунӑ вӑрӑм указка, ялавлӑ булавкӑсем тата икӗ фронтӑн линийӗсене те тӳрех паллӑ тума хӗрле тата кӑвак ҫипсен икӗ ҫӑмхине илсе ҫӳренӗ. Манӑн аслӑ чиркӗве кайса курас килетчӗ, нимрен ытла королевствӑра чи ҫӳлӗ ҫурт тесе шутланакан унӑн башнине курасшӑн ҫунаттӑм. Эпӗ хам та мужик хӗрӗ. Тараса патӗнче тӑракан Демид Молчун йӑл кулса ячӗ, кӗпи ҫаннипе тарне шӑлса илчӗ. Эсир ӑна Саня калаҫать, тесе калӑр! Бен тӗлӗнсе кайса ун ҫине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те ҫапла каларӗ:— И-ха, и-ха! — Каласа парӑр эппин, — терӗ Гленарван. — Кӑшт ҫеҫ кӑтартса пани те пире тӗрӗс ҫул ҫине тӑратӗ. — Эпӗ сире ҫакна ҫеҫ калама пултаратӑп, сэр, — терӗ Айртон. Вӑл мӗн пурӗ те ача амӑшӗ кӑна пулма пултарать, урӑх никам та мар. — Сӗт пурин те пӗрле пулать. Вӑл хуҫи килни курӑнмасть-ши, хӑй шутласа хунӑ планне пурнӑҫлама вӑл чармӗ-ши, тесе пӑхма ҫеҫ тухрӗ. Вӑл пӗр сӑмах чӗнмесӗр шухӑшлать. Шӑплӑх вӑл — ҫын хӑйӗн хурлӑхне пӗтӗм чӗререн тӳссе ирттернине палӑртать. — Йӑрансем айӑплӑ, судья юлташ, пирӗн йӑрансем пӑтрашса кайнӑ. Ганс утрав патӗнче чарӑнса тӑнӑ вӑхӑтра сулла тӳрлетсе майласа ҫитерчӗ. 3. Ҫӳлте кӑтартнӑ дворянинӑн ячӗпе хушамачӗ те ӗнтӗ ҫынна пӗтӗмпех йӗрӗнтермелле илтӗнет, ҫавӑ хӑй ӑшӗнче хаяррӑн вӗчӗхсе мана хам ҫуртрах вут тӗртсе ҫунтарасси ҫинчен шутласа пурӑнать. Корчагинӑн куҫӗсем хӗсӗнчӗҫ: — Эпӗ мастерскойсене Цветаева ӗҫлеме кансӗрлеме мар каясшӑн. М-мать честная! Вӗсенчен хӑшӗсене ҫӗр ҫине тӳрех анаҫҫӗ темелле, пӗр вырӑнтах пилӗк-ултӑ хутчен ҫапса илеҫҫӗ. — Чарӑнсамӑр-и кӗҫенме, шуйттан тӗплесшӗ! — Санӑн, тӑванӑм, пыру тӗлӗнмелле! Эпӗ вара вӑл хушнине, ӑнӑҫлах мар пулсан та, вӑй ҫитнӗ таран туса пыма тӑрӑшрӑм. Карап хытӑ пычӗ пулсан та, ҫӗр мӗншӗн час курӑнманнине ҫамрӑк капитан халь анчах ӑнланма пултарчӗ: «Пилигрим» ишсе тухнӑ ҫул Америка ҫыранӗ патне ҫитнинчен икӗ хут вӑрӑмрах пулнӑ иккен. — Нимех те мар, вӑл ҫапла пулмалла та… Аван пурӑнатӑп, председатель юлташ. Ҫак сӑмахсене илтсен, Эдуард Гленарван чӑтса тӑраймарӗ, ытамне сарса ҫамрӑк хӗрарӑма тытса чӑмӑртарӗ. Вӑл хӑйӗн хистевне мӗнпур ҫынна пӑхӑнтарасшӑн. Наукӑшӑн асап курнӑ ҫынсемпе геройсем хӑйсен аслӑ ӗҫне тусах пынӑ. — Эдуард! — тесе ҫухӑрса ячӗ вӑл. Ҫакӑн пек пархатарлӑ шухӑша кайнӑ Гедеон атте хӑйсене техӗмлӗ апата чӗнсе шӑнкӑрав шӑнкӑртаттарасса лӑпкӑн ӗмӗтленсе кӗтет. — Эпӗ Амали Ивановнӑсене палламан, нихҫан та вӗсемпе калаҫма пӗлмен, — тавӑрчӗ Оленин. Ҫав ылханлӑ утрав ҫине мана халӗ нимӗнпе те илӗртсе каяймастӑн. Халичченех мана каҫсенче тӗлӗкре ҫыран хӗрринче пырса саланакан шыв хумӗсем курӑнаҫҫӗ, эпӗ вара Капитан Флинт хӑрӑлтӑк сассипе: — Пиастрсем! Темле кардинал умӗнче тӗнӗн пӗтӗм паллисене пӗр такӑнмасӑр каланӑ попугайшӑн ун хуҫине 100 тенкӗ ылтӑн укҫа тӳлени пулман-и вара? Вӑл хускалмасӑр, вӗрентен ҫирӗп тытса ларчӗ; хӑй хулӑн пуставран ҫӗлетнӗ, ылтӑн укапа эрешлесе пӗтернӗ вӗр-ҫӗнӗ мундирпа. Сехӗрленӳре тата шеллевре чӗтренсе Лось Катьӑна ыталать, ун ҫумне чӑмӑртанать. — Чӳрече кӑнтӑр енче. Ҫук, пирӗн хушӑра йӗркеллӗ ҫынсем пулнӑ пулсан, ҫак хӗр, ҫак сисӗмлӗ чун, пирӗн патӑртан, пулӑ шыва чӑмса ҫухалнӑ пек, пӑрахса кайман пулӗччӗ! Мӗн ухмахланатӑн? — ҫиллессӗн кӑшкӑрса тарӑхнӑ Маякин. Ҫапла! — Питӗ кирлӗ ҫав. — Сирӗнпе ирӗксӗрех пӗтерӗн. — Ну, мӗнле выляр? — терӗ Любочка, курӑк ҫинче сиккеленӗ май, хӗвел шартарнӑран куҫне хӗссе пӑхса. — Айтӑр Робинзонла. Пӗчӗк хула Санкт-Петербург халӗ те траурлӑ-ха: ҫухалнӑ ачасем тупӑнман-ха. Манӑн вуникӗ ҫул каялла уйрӑлнӑ аттемпе сывпуллашмалли кӑна юлнӑччӗ. Анчах тем пек ҫывӑрма хӑтлансан та, ҫапах вӑл ҫывӑрса каяйман, унӑн пӗртте ҫывӑрас килмен. Сайра хутра пулакан урӑ сехетсенче вӑл ҫав аскӑнчӑк Пашута хӑйне кулӑшла хакла ларнине курса тӗлӗнчӗ те:«Епле кӗве»! — тесе шухӑшларӗ. Ҫурт тавра! — кӑшкӑрса ячӗ капитан. Эппин хам пата кӗтетӗп сире. Эсир хӑвӑр мана мӗншӗн айӑплани ҫинчен пӗлтермелле тата ман ответа итлес пулать. Вара йӗркеллӗн хурлӑхлӑ япала лӑпӑртатма пуҫлатчӗ: Пулат ҫинче пурӑнатӑп, Ирех вӑранатӑп, Тӗлӗкре те, ахаль чух та Ҫиеҫ мана таракансем… Анчах эсир вилнӗ ҫын мар вӗт, э? — Мӗн тери курас килет манӑн сире, — пуҫларӗ вӑл яланхи йӑлипе сӑмах ҫаптарма, хӗрӗсем ҫине ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхса. — Чи малтан — эпир нимӗскер те вӗрентместпӗр, вӑл пирӗн йӑла мар… Тӗлӗкӗсенче мӗн те пулин курсан вара вӗсем, мӗн курасси ҫинчен каласа чӑрманассӑм килмест, мӗн калаҫмалли пур вӗсем ҫинчен. Манӑн ӑшӑмран хӑрушшӑн кӑшкӑрса янӑ сасӑ тухса карӗ. Окленд тахҫанхи хула мар пулсан та унта пурӑнакансем вуникӗ пине ҫитнӗ. Ну, ан вула паян, ара хӑвӑн пуҫнах ҫӑмӑлрах пулать-ҫке, — ҫине тӑрсах ӳкӗтлет ӑна Катюша. Ун хутне кӗмелле пулсан, вӗсем хушшинче пӗр ҫын та мачете туртса кӑлармасӑр юлас ҫукчӗ пулӗ. Марьянкӑпа пӗр пӳртре пулӑп, тен, унпа калаҫма та тӳрӗ килӗ тесе шухӑшлани ӑна тӗлӗнмелле пек туйӑнчӗ. — Ҫук, патша ҫеҫ эпӗ, савниҫӗм. Эпӗ унӑн аллине чӑмӑртарӑм та: «Сержант господин!» — терӗм. Ich drückte ihm die Hand und sagte: «Herr Sergeant!» — Килех ӗнтӗ, тусӑм, — тет капитан. Ҫак хӗрарӑм ӑна чӑннипех ухмаха хӑварасшӑн тӑрӑшать, апла та капла ҫывхарать вӑл ун патне… Мӗншӗн-ха ку? Ӑнмарӗ пулсан, вара ӑнмастех ҫав. — Ашшӗне тарҫа ращут панӑ пек туса хучӗ, ирсӗр! Ыйткалакана тӗртсе янӑ пек тӗртсе ячӗ… Кӑмӑллӑ, йӑваш старик, Степан Иванович, витӗр курӑннӑ пек шап-шурӑскер, кӗтесре ҫемҫен кулкаласа, тӗксӗм тутине сиктеркелесе ларать: — Ан тивӗр мана! — тенӗ пек туйӑнать вӑл. — Урама. Пӗррехинче, каҫхи апат хыҫҫӑн, Павел чӳрече ҫинчи чаршава антарчӗ те, кӗтесе ларса, стена ҫумне шӑвӑҫран тунӑ лампа ҫакса, вулама тытӑнчӗ. Амӑшӗ, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ хӗрарӑм, ытларах калаҫрӗ. Эпӗ айӑпла мар, эпӗ юратса пӑрахрӑм ӑна, эпӗ урӑхла тума пултараймарӑм. Чура салтака лекмерӗ пулсан, вӑл алран алла ҫӳрекен укҫа пулса тӑрать — Египетра та, Борнура та офицерсемпе чиновниксене ҫакӑн пек укҫапа шалу тӳлеҫҫӗ. — Бесхлебнов старике. — Хӑш Твороженковсен? Каҫхине вӑл аялти хутри пӗчӗк пӳлӗмре, пукан ҫинче Весовщикова хирӗҫ ларса, куҫ харшине пӗрмеклентерсе, пусӑрӑнчӑк сасӑпа ӑнлантарчӗ: — Варринчи чӳречерен тӑватӑ хут шаккамалла… Кайӑпӑр. Сильвер хушнӑ тӑрӑх, эпир хамӑр вӑйсене упрарӑмӑр, весласемпе те ытлашши вӑйлӑн ишмерӗмӗр, чылай вӑхӑт хушши пынӑ хыҫҫӑн ҫеҫ Подзорная Труба тӑвӑн вӑрманлӑ енне юхса тухакан иккӗмӗш ҫырма пуҫне антӑмӑр. Пичче ниепле те ӑнланасшӑн мар пулса, ман ҫине пӑхса тӑчӗ. Вӗсем суранӗсем ыратнипе мар вилни пӗрре пӑхсах паллӑ. Бобетинский лавҫа хӗнесе тӑкрӗ. Мӗнле юратма пултарнӑ-ха вӑл ҫавӑн пек ҫынна? Малалла тытса тӑнинчен нимӗн усси те ҫук, ҫавӑнпа эпӗ ӑна расхода кӑларма штаба яратӑп. Вӗриленсе кайнӑ ӳчӗ ҫумне ҫыпӑҫса тӑракан ҫӳхе платье тӑхӑнса янӑ Варвара поднос йӑтса тухрӗ. Эпӗ вӑл киличчен сире вӑхӑт ирттермешкӗн пулӑшма тӑрӑшӑп. Вӑл, вӑрӑ, тинӗсе юратнӑ. Том!.. — Мӗн-ҫке… вӑхӑчӗ ҫукрах… ялан заняти, — мӑкӑртатса тавӑрчӗ Ромашов. 1829 ҫулта унта ҫичӗ арҫын та ултӑ хӗрарӑм тата вунтӑватӑ ача пурӑннӑ. Инкеке лекмерӗ-ши вӑл? Е Геркулеспа мӗн те пулин пулчӗ-ши? Ҫӗрле кунта такам килсе кайнӑ-ха эппин! Вӑл кунхине Давыдова ӗҫлеме тивмерӗ те темелле. Мӗншӗн пирӗн тахшин ҫуртне сиплемелле, унта пурӑнаканни эпир мар пулсан? — Эсӗ килте мӗн ӗҫлесе пурӑннӑ? — тесе ыйтать хуҫа, ман алӑсене пӑхса. Ӑна тупӑннӑ документсем кӑтартса параҫҫӗ. Пирӗн пӗрлехи ӗҫсенче мӗн чухлӗ савӑнӑҫлӑ сехетсем сисӗнми иртсе кайман-ши? Унӑн илемлӗ те пӗчӗк ҫемҫе аллисем тыткаласа сӗртӗнекен, чунсӑр чулсем телейлӗ пулнӑшӑн эпӗ час-часах мӗн тери кӗвӗҫнӗ! Хӑй килӗ патне ҫитичченех вӑл унта кӗпӗрленсе тӑракан теме пула хумханнӑ хӗрарӑмсене курчӗ. — Шантаракансем тинех кирлӗ те мар; ӑна илсе кайнӑ ӗнтӗ, — терӗ вӑл. Пӗр ҫеккунтлӑха вӑл ученӑй сӑмсин ҫунаттисем хушшинче куҫлӑха пит аван тытса тӑракан пӗчӗк макӑрӑлчӑкӗ ҫинче чарӑнчӗ. Апла пултараймастӑп эпӗ, эпӗ пӗчӗккӗ мар, эпӗ ун пеккине тӳссе ирттерейместӗп, вилетӗп, хама хам вӗлеретӗп. — Гранатӑпа-и? Ҫапла пирӗн тӑлӑхсем хӑйсен ҫуртне каялла илеҫҫӗ, ун чухлӗпе ҫитет вӗсене: ҫамрӑк та сывӑ-ха вӗсем, ҫӑкӑрлӑх ӗҫлеме пултараҫҫӗ! Зинаида манпа мӗн тӑвас тенӗ ҫавна тума пултаратчӗ. — Пулӑшас пулать ҫав, — килӗшрӗ те ахӑлтатса кулса ячӗ Иванӗ. Малтанхи вӑхӑтсенче Сюрвиль туземецсем ҫине те ӳпкелешмен. — Анчах ҫак ҫул тен темӗн тарӑнӑшех тӑсӑлса кайӗ. — Тата усламлӑ! — хушрӗ тепри. «Вӑл мана ухмах тесе шутлать, вӑл эпӗ унран хӑратӑп, тесе шухӑшлать, путсӗр! Пӗтем йӑха ылханнӑ пирӗнне ӗмӗрлӗхех. — Мӗн куратӑн вара эсӗ ун пичӗ ҫинче? Взрыв хыҫҫӑн мӗн пулнине пӑхса илме ӗлкӗреймесӗрех, вӑл килхушшине, тӗтӗм ҫине, тепӗр гранатине ывӑтрӗ. Гусев алӑк патӗнче чарӑнчӗ, сӑмсипе шӑршлакаларӗ. Ҫапса амантас суранӑн пӗрремӗш ыратӑвне чакарасшӑн, ҫемҫетесшӗн пулнӑ пек кӑна курӑнмӑп-ши эпӗ ун умӗнче хам сӗнӳпе? «Хуппи сӗвкеленнӗ вулӑллӑ ав ҫав вӗрене патне ҫитетпӗр те акӑ, ҫавӑнтах пуҫлатӑп вара», — палӑртса хутӑм эпӗ ӑшӑмра. — Пулать пуль, — терӗ Талькав, — ҫавсен аллинчех пулсан. О, эпир сана, Джон Сильвер, витӗрех куратпӑр! Эсӗ икӗ еннелле те вылятӑн. Хам ҫылӑхӑмшӑн урӑх никама та ӗҫлесе памастӑп. — Пар-ха мана ҫав хут татӑкне, мӗн ҫырнине курар! Ман ӑраскалӑм ҫапла ӗнтӗ: эпӗ хӑрушӑ вилӗмпе вилӗп, хам вилес умӗн манӑн аттепе анне асапланса вилние курса тӑрӑп; вӗсене ҫӑлассишӗн эпӗ хам ҫирӗм хутчен вилсе выртма килӗшмелле; анчах ку та сахал-ҫке-ха: вилес умӗн манӑн халиччен курман юрату курма тиврӗ, юрату сӑмахӗсем илтме тиврӗ. Ӳкрӗ! — Мӗнле тӑвас тетӗн, ҫавӑн пек ту, — терӗ Монтанелли. Анне ӑна тытса чарнӑ та ыталаса илнӗ, вара иккӗше те хурланса йӗрсе янӑ. — Иксӗмӗр кӑна-и? Тӗлӗнмелле ҫын халь те ун ҫинчех ларать. — Ҫук, Гек, ҫук. Ун ҫине пӑхма та кӑмӑллӑ: вӑл чӑхсемпе хӑюллӑн хутшӑнать, автанран та паттӑрӑн сыхланать. Икӗ аяккинче аптекӑран илнӗ икӗ банка ӳтне сӗлӗх пекех ӗмсе лартнӑ. Кил-ха кунта! Тускуб пичӗ шупка хӗрлӗн пӑнчӑ-пӑнчӑланчӗ. Кӗҫӗрех фронт линийӗ патӗнче пулатпӑр! Таврӑнсанах удобрени патне кайтӑр. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл мана халӗ питӗ хапӑл туса йышӑнчӗ. — Ӗҫ вӑл — этемшӗн пурӗ те мар-ха… — ҫынсене калас вырӑнне, хӑйне ытларах каланӑ Фома. Аттен хӑйӗн кӑмӑлӗ пулнӑ, манӑн — хам кӑмӑл. Анчах лаши ҫырма тӗлне ҫитнӗ те, сасартӑк пӑрӑнса, айккинелле сиксе ӳкнӗ. Муромски тытӑнса тӑрайман, вӑл шӑн ҫӗр ҫине хытах персе аннӑ. — Пурӗпӗрех, — тавӑрчӗ сасӑ. Перӗнсе вилнӗ ҫын ҫинчен городовоя пӗлтерсен, эпӗ вӑр-варах каялла таса пытӑм, анчах ҫав вӑхӑтра октавист вилӗ ҫыннӑн эрехне ӗҫсе янӑ та, мана пушӑ кӗленчипе суллакаласа кӗтсе илчӗ. Августӑн 17-мӗшӗ, тунтикун. Эпӗ ҫав, тахҫанах пурӑннӑ авалхи чӗрчунсен туйӑмне аса илетӗп, вӗсем сӗлекесем, рак евӗрлӗ чӗрчунсем, пулӑсем хыҫҫӑн чӗпписене сӗтпе тӑрантаракан чӗрчунсенчен маларах пурӑнса ирттернӗ. Вӑл енчен хӑрушлӑх урӑх ҫук пулӗ тетӗр-и эсир? Ҫапах та ҫакна каласа хӑварни ытлашши пулмӗ: икӗ хӗрӗ те сарӑ шлепке тата хӗрлӗ пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ. Кусене вӗсем савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсенче анчах тӑхӑннӑ. — Ку аван вӑл… Унтан сасартӑк, хӑй ҫинчен темскер илсе пӑрахнӑ пек кӑртах сиксе, вӑл тӳррӗн, хуллентереххӗн калаҫма тытӑнчӗ. — Ку чӑн та тӗрӗс! — ҫирӗплетрӗ Ставрученкӑн аслӑ ывӑлӗ. Вӑл ҫав делегацие йышӑнӗ-и?» тетӗп. — Сӳпӗлти, — теҫҫӗ ӑна хисеплерех ҫынсем, пӗр капӑр Панков кӑна чӑнласах калать: — Степан — ӑнланма йывӑр ҫын… Эпӗ хутла пӗлместӗп, анчах та вӗсене айӑк шӑмминчен хытах тивнине куратӑп! — тесе хучӗ тепри. Эпир, ҫур сасӑпа тенӗ пек, шӑппӑн калаҫса лартӑмӑр. Марья Ивановна мана, Швабринпа хирӗҫсе кайса пуринне те сехрине хӑпартнӑшӑн, ҫемҫен ӳкӗтлекелесе ларчӗ. Нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах вӑл Бекки Тэчер патне чупса пычӗ те пӗр самантрах ҫапла каласа хучӗ: — Эпӗ паян питех те лайӑх мар хӑтлантӑм, Бекки, ҫавӑншӑн кулянатӑп. Пурте вӗсем яланхи пекех пысӑках мар хура раксем, — хупахра ун пеккисене мӑшӑрне пӗр пус параҫҫӗ. — Апла пулмасан, мӗнле тата. Тепӗр кунне ӑна, урӑх ӗнтӗ хӑйӗн марпа пӗрех яла, Кистенёвкӑна илсе кайнӑ. Эпӗ те чӑрмав курмастӑп. Оленин ахӑлтатса кулса ячӗ. Ерошка та кула пуҫларӗ. — Аван тухтӑр, — терӗ король ӑна виртленӗ пекрех, — ун чухне эпир тӑрӑшсах сире чӗнме ярӑпӑр! Корвет маска тӑхӑннӑ пекех туйӑннӑ. Эпӗ сире систерме тесе килтӗм. Ҫак ушкӑн вырнаҫнӑ пӳлӗм пӗчӗк те тӑвӑр, ҫавӑнпа та кунта сывлӑш та уҫӑ мар; анчах Ковалев коллежски асессор ку сывлӑша туймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл сывлакан вырӑна тутӑрпа хупланӑ, тата унӑн сӑмси ку вӑхӑтра ӑҫта пулнине турӑ кӑна пӗлет. Пурте пӗлеҫҫӗ ҫак хӑрушӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине. Ҫын чӗлхинче ҫак сӑмахсем валли вырӑн та пулмалла мар. Унтан тата, ҫурта унпа ҫурмалла илнине мӗнпе ҫирӗплетсе пама пултаратӑр? Эпӗ — атте пуль, тесе шухӑшларӑм, — терӗ. Варинке тӗпӗ тавра виҫсе ҫаврӑнас пулсан, пин фут тӑрӑшшӗ те пулас ҫук. Ҫавӑнпа кратерӑн тайлӑм анакан хӗррисенчен тӗпне ҫӑмӑллӑнах анса ҫитме пулать. Апат ҫимелли сӗтел патӗнче, кивӗ шурӑ а6ажур умӗнче вӑл Алексей ларнине курчӗ. Алексей пуҫне икӗ аллипе тытса, ӑна лапчӑтса пӑрахма тӑрӑшнӑ пек хӗссе ларнӑ. Хресченсем ӑна пилӗк таран пуҫ таяҫҫӗ, — анчах та нимӗн те чӗнмеҫҫӗ: хӑвӑрах пӗлетӗр, хӑраса ӳкнӗ. Хальхинче сӑрнай ыйтать, труба ответ парать. Уэлдон миссиспа ывӑлӗ Америкӑна «Пилигримпа» таврӑнма шутларӗҫ пулсан, Бенедикт пичче те вӗсенчен юлас ҫук ӗнтӗ. Ырӑпах пӗтес ҫукчӗ ку праҫник. — Хӑвӑлта ҫӗр каҫнӑ вӗт-ха! — хушса хучӗ маркитантка. Ку туртасем хушшине пирӗн лашасене кӳлеймӗн: пирӗн лашасем пысӑк, — ку мӗн? Оленин ун ҫине ытараймасӑр пӑхса тӑчӗ. Вӑл Кавказра ҫакӑн пек илемлӗ лаша курманччӗ-ха. Ҫак Исландири Гекл вулканӗ ҫывӑхӗнчи пек ахаль гейзер кӑна мар, Гекл вулканӗнчен пӗрре те кая мар хӑватлӑ вулкан пулса тӑчӗ. — Бэла, хӑйӗн хура куҫне унӑн куҫӗнчен илмесӗр, шухӑша кайса тӑчӗ, унтан вара, ачашшӑн йӑл кулса, унпа килӗшнӗ пек пуҫне тайрӗ. Кун пек председательпе вилӗм марччӗ-и вара? — Монтанелли яланах ҫар сучӗсене хирӗҫ тӑнӑ. Эпӗ ним те чӗнмерӗм. Эпир Валя патне таврӑнтӑмӑр, пӗрер черкке пушатрӑмӑр, вӑл мана хӑй чӑнахах та ҫур ҫул хушши совхозран ниҫта та тухса курманни ҫинчен каласа пачӗ. Чӗлпӗре пӑрахса, пӗтӗм ӳт-пӗвне хускатса сывласа илчӗ те вӑл, ывӑнса ҫитнӗ ҫын уттипе Лозневой палатки патнелле уттарчӗ. Виҫӗ курень атаманӗ кӑна чӗрӗ юлчӗ ӗнтӗ; пyp ҫӗрте те хӗрлӗ юн ҫырма пек хӗрелсе юхать; козаксемпе тӑшман виллисенчен темӗн чухлӗ кӗпер купаланнӑ ӗнтӗ. — Актриса пулатӑн… вӑт ку айванлӑх! — ярса илтӗм эпӗ Катя сӑмахне, актриса пуласси унӑн яланхи юратнӑ ӗмӗчӗ пулнине астуса. Калас пулать, кӑмӑллӑн пӑхни пӗр Луизӑн куҫӗсенче ҫеҫ палӑрса тӑман. Мӗнпурӗ те кунта васкама пӗлни кӑна кирлӗ. — Манӑн хамӑн вырӑн пур, эсӗ вара ӗҫсӗр ларатӑн, турра усӑсӑр кӗлтӑвас, турӑшсем умӗнче ҫурӑмна пустуях авас вырӑнне луччӗ шӑши тыт. Вӑхӑта сая ярас мар тесе, эпӗ халех унпа калаҫма шут турӑм. — Артур! — тесе хаяррӑн кӑшкӑрса ячӗ Монтанелли, анчах Пӑван илтмен пекех малалла калаҫрӗ. — Эсир манпа пӗрле вӗҫме килӗшменни кулянтарать, ҫапла, питех те шел, — Лось пуҫне сулларӗ, — ҫынсем манран, эпӗ урнӑ тейӗн, айккинелле тараҫҫӗ. — Эпӗ сана курма пултараймастӑп, анчах санӑн пӳрнӳсем мӗнле чӗтренине сисетӗп. Ҫак выльӑх ҫӳресе ватман вӑрманти ӳсен-тӑран хӑвачӗ Оленина кашни утӑмрах тӗлӗнтерчӗ, вӑл ҫакӑн пеккине халиччен пӗртте курман-ха. Тӗрӗс калатӑп-и е ҫук-и? Ҫак каҫшӑн хуҫисем хӗрхенсе туса тӑман-мӗн — вут ҫути кӑна ҫитмен вӗсене, краҫҫин ламппине те иккӗ тан ҫутса янӑ. Юханшыва пӑрпа вит, эпир ун ҫинче выляма пултӑр. Шӑпах ҫав вырӑналла Муратлийскисен ҫурчӗ пуррине асне илчӗ Огнянов… — Эпӗ-ха ку, мучи, Варя… Вӑл Антон Пафнутьич — хай вырӑнӗнчех, сӳрӗккӗн те шарламасӑр, тӑн-пуҫӗ сапаланнӑ пек ҫикелесе ларать. Кушак та усрама пуҫларӗ, — ӑна вӑл ҫынсем пӑрахса кайнӑ ҫывӑхри ялтан илсе килчӗ. Документа вӑл тӗрӗсех вуланӑ темелле. — Апла, ӑна ӑнланатӑр пулсан, аннеҫӗм, эсир вӗсене пурне те кирлӗ — пурне те! — терӗ Егор ҫиреппӗн. Унта сарлака плащпа пӗркеннӗ маориец пур. Мӗнле пурӑнас тетӗн? Мӗншӗн аякри ҫӗре патӑр? Тен, вӑл маншӑн ҫав ҫӗр эпӗ пӗлекен хӗрарӑм ятне панӑран ҫеҫ паллӑ-тӑр. Иксӗмӗр те лӑпкӑ лараймастпӑр. Тата выҫӑ студентсем тепӗр чух, пӗрер пусӑн пухса, кӑштах ярса параҫҫӗ. Апат вырӑнне — курӑк. — Ҫапла! Нимӗҫсене яланхи, мирлӗ лару-тӑрура курнӑшӑн Андрей питӗ хӗпӗртерӗ. «Вӗреннӗ, лайӑх-лайӑх ҫынсемех ҫӗвӗҫсене, горничнӑйсене качча илеҫҫӗ-ҫке, — йӑпатрӑм эпӗ хама, — пурӑнма та пит лайӑх пурӑнаҫҫӗ, хайсене тӗл пултарнӑшӑн шӑпине пурнас кунӗсем вӗҫленичченех тав тӑваҫҫӗ. — Юмӑҫ пӑхас пулать, хӗрӗм! «Ӑҫтисем эсӗ?» Ҫапах та хальхинче Силвиопа офицер хушшинче пулса иртнӗ ӗҫ пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн манӑҫа тухса пычӗ. Силвио ҫине каллех малтанхи пекех пӑхма тытӑнтӑмӑр. Вӑл вӑхӑтра ун пек усал ят сахал пулнӑ. Темшӗн вӑл: «Ҫав енче вӑрманпа хурал пӳрчӗ пур пулӗ», — тесе шухӑшланӑ. Хура аппарат сарай тӑрринче пӗтӗмпех курӑнать, темӗн виҫсе тӗрӗслесшӗнле — сывлӑшра ҫакӑнса тӑрать. Ҫакнашкал килсе ҫакланнӑ Соломон патшана — патшасенчен чи аслине те ӑсчахсенчен чи ӑслине — унӑн пӗрремӗш те юлашки юратӑвӗ. Усӑнчӑк, капӑр йывӑҫсем сенкер тӗслӗ. Сасартӑк, хӑйне темпе чикнӗ пек, вӑл ура ҫине тӑчӗ, картусне йӑнӑш — ҫамки ҫине антарсах тӑхӑнса лартрӗ, ӑна ывӑҫ лаппипе ҫиелтен ҫат тутарчӗ те, тӳмисене тӳмелемесӗрех алӑк патнелле утрӗ; хӗрарӑмӗ те тӑчӗ: — Эпир халех килетпӗр, Кузьмич… — терӗ вӑл трактир хуҫине. Сирӗн унта темле пӗр вырӑнтах тапӑртатса тӑни, иккӗленни палӑрать… — Хӑнӑхнӑ эпӗ, батюшка, — тесе хучӗ вӑл. Шӑп ҫавна кӑшкӑрса чӗнчӗ те ӗнтӗ офицер. — Нимӗн те туман. Арҫынна юрама вӗреннӗ хӗрарӑм ҫакна ӑс-тӑнпа шухӑшласа ӑнланнӑ, анчах кашни айӑпсӑр хӗрех ҫакна, выльӑх майлӑ, ӑс-тӑнпа шухӑшламасӑр ӑнланать. Пӗтӗм Российӑра чугун ҫулсем тутарать. Туррӑмҫӑм, епле хӑвӑрт иртет иккен вӑхӑт! Сирӗн халӗ ҫывӑрсан та аван пулмалла. Врач мана рентгенпа пӑхтарма хушрӗ; кунта вара, Даша инке каларӗш, эпӗ «инкеке парӑнтӑм». Пӑхрӗ те сасартӑк ҫак хӑй пурнӑҫӗн тӗттӗм те йывӑр сыпӑкӗ иртсе кайнӑ вырӑна, унтан ҫав пурнӑҫӑн урӑх сыпӑкӗ — ҫӗнӗ хуйхӑпа ҫӗнӗ савӑнӑҫлӑ кунсене хӑвӑрт ҫӑтса пыракан пурнӑҫ сыпӑкӗ пуҫланнӑ вырӑна — кунтан яланлӑхах пӑрахса кайнине туйса илчӗ. Катьӑна юратса тӑнипе мар, хӑравҫӑ пулнипе вӗлереймерӗ вӑл мана! «Питӗ аван пулчӗ-ха ку, — шухӑшласа илчӗ Калугин, килне таврӑннӑ май, — ман дежурствӑра пӗрремӗш хут телей. Урлӑ-пирлӗ утӑмсемпе вӑл пӑлтӑра, Гайнан пурӑнакан ҫӗре тухрӗ, унта кӑштах кӗптӗртеткелерӗ те тепӗр минутран, сылтӑм чавсипе Пушкин бюстне пуҫран хӗстерсе тытса, каялла таврӑнчӗ. Иккӗшӗ те, Кольхаун та, ҫамрӑк плантатор та, ҫак чыса хӑйӗн тесе шутланӑ. Чӗнме кӑна та мар-ха, хӑй пӳлӗмӗнче питӗрӗнсех ларчӗ, кӗтесрен кӗтессе вӑл епле утса ҫӳрени кӑна илтӗнсе тӑчӗ. Ах!.. Чӗрӗк сехет тахҫанах иртсе кайнӑ. Вӑл каланисемпе килӗшмех пултараймарӑм эпӗ, ҫапах та чыслӑх парӑмӗ мана императрица ҫарӗнче пулма кирлине хытах туйтарчӗ. Зурин каланӑ пек тума килӗшрӗм. Марья Ивановнӑна яла яма, хам отрядра юлма пултӑм. Иккӗленмелли ҫук, ҫак рубежра Волошин майор полкӗ тӑшмана нумайччен тытса, чарса тӑма пултармалла. Улӑпла пысӑк инжир йывӑҫӗ айне вырнаҫнӑ караванта сакӑрҫӗр ҫынран кая мар пулӗ — чурасем, арҫынсем, хӗрарӑмсем пилӗкҫӗре яхӑн, икҫӗр туземец-салтак, япала йӑтакансем, караван хуралҫисем, чура сутуҫин агенчӗсем ҫӗре яхӑн. Мана ҫавна ҫеҫ кала. — Ырӑ калаҫӑва эпир сиктерсе хӑвармӑпӑр, анчах сӗтел хушшинче пуҫламӑпӑр, мӗнле те пулин тӳсӗпӗр, э? Вӑт тепӗр старике, ман пекех ватӑскере — Андрей Пупыря, — улпут майри хут тӑвакан фабрикӑна ӑсса тултаракан ҫӗре ӗҫлеме яма хушрӗ. Хӗрарӑмӑн куҫӗсем ӑна хирӗҫ ачашшӑн кулса янӑ: — Сивӗ! — сас панӑ Саша, ҫӳҫенкелесе. Кун пек хӑрушӑ пулассине малтанах пӗлнӗ пулсан, урӑх вырӑн суйласа илме пулатчӗ, ун чухне вара хӑй те, Монтанелли те, ҫав ухмахла та тискер мыскарана курман пулӗччӗ. Ҫук. — Халлӗхе туянаймарӑм-ха, ялан вӑхӑт ҫук, — йӑл кулчӗ Давыдов. Ыйту акӑ мӗнре! Ҫавнашкал сӑмахсене илтсе, эпӗ наукӑсене вӗренме пӑрахрӑм та вырӑна кӗтӗм. Тухса кайма пур енчен те хатӗрленсе ҫитнӗ. Калаҫу пӗтнӗ тесе шутласа, вӑл будка айӗнче выртакан йӗвенсене илчӗ те тӗмеске ҫине лашасем тытма кайрӗ. Ҫав карапсен хушшипе Пӗчӗкҫеҫҫе кимӗ Парӑссемсӗрех ишет —Мӑшӑр кӗсменпе. — Пар-ха, йӑтам! Ӑҫтан калаҫҫӗ кӑна? Анчах, нумай вӑхӑт та иртмен, старик Медынская ҫинчен каллех самах тапратса янӑ. Кинсем вырӑн сарса парӗҫ, — тенӗ карчӑкӗ. — Анчах астӑватӑр-и: эсир мана кӗнеке… вырӑнне пулма пултараймасть, тенӗччӗ; эсир мӗнле каланине маннӑ-ха эпӗ, анчах, эсир пӗлетӗр-и, эпӗ сире мӗн каласшӑн… астӑватӑр-и? Ӗҫес килнине хирӗҫ эпӗ ҫирӗм хут та, ҫӗр хут та кӗрешрӗм! — Пӑх-ха, Гришка, пуҫлӑхсем сана епле сыхласа упраҫҫӗ! — тесе ҫухӑрчӗ ӑна такӑшӗ, апат ҫинӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче канса выртакан грузчиксем хушшинчен. Ун пек хӗрарӑм эпӗ хальччен курман. Калаҫнӑ май унӑн кӑкӑрӗнче мӑнкӑмӑллӑ туйӑм ӳснӗҫемӗн ӳссе пычӗ, ҫав туйӑм, паттӑр ҫын сӑнарне туса, хӑй валли сӑмахсем ыйтрӗ, пыра пӑчӑртаса лартрӗ. Вӑл Джемма ҫине пӑхса илчӗ те, хӑй Джемма куҫӗсем кулнине асӑрхаса илнӗ пек туйӑнса кайрӗ. Эсир, хальхи ӗмӗр ҫамрӑкӗсем, хурӑнташсене хисеплеменнине, стариксене юратманнине эпӗ пӗлетӗп; анчах эсир мана, мӑнаккӑра, итлӗр, мӗншӗн тесен эпӗ сире юрататӑп, сирӗн аннӗре те юрататтӑмччӗ, кукамӑра та питӗ, питӗ юрататтӑм, хисеплеттӗм. Эпӗ Ҫурҫӗр ҫинчен пӗр чарӑнмасӑр интересленеттӗм, хаҫатсенчи кашни страницӑра Ҫурҫӗр флот самолечӗсем епле ҫапӑҫни ҫинчен тупса вулаттӑм, ҫапах та шӑпах 1942 ҫулхи ҫулла мӗн пулса иртни ҫинчен Р. каласа пани маншӑн ҫӗнӗ хыпар пулчӗ. Вӑл хӑй кӗнекинчи карттисенчен пӗрне сарса хучӗ те вӑрҫӑ театрӗн чиккине кӑтартасшӑн пулса самай вӑхӑт хушши аппаланчӗ, — ун сӑмахӗпе каласан, ҫакӑн пек пулнӑ имӗш ҫав виҫесӗр пысӑк театр, унта пирӗн тинӗспе сывлӑшри ҫарсем тӑшманпа ҫапӑҫаҫҫӗ. — Вӗлереймӗ, — ответлерӗ Мельников. Ҫакӑн пек шухӑшланисем ҫапах та Гленарванӑн хускалнӑ нервисене лӑплантараймарӗҫ. — Дон Моришо терӗр-и эсир? Карҫинка тайӑлса кайрӗ те ӳкрӗ… темиҫе чие ҫырли ҫул ҫине кусса кайрӗҫ. Эпӗ ӳтсем ҫинче такӑна-такӑна, кӳлленсе тӑракан юн ҫинче шуҫса кайса ӳкетӗп пек. — Смолин-и, атте? — шикленсе тӗпченӗ Люба. Халь ҫеҫ ӑна Василий Васильевичран питӗ хытӑ лекнӗ пулнӑ, анчах та вӑл минтер ҫинче Комиссарӑн кӑвакарса, симӗсленсе кайнӑ, пӗртте чӗрӗ ҫынӑнни пек мар сӑнне, тата вӑл куҫӗсене хупса выртнине курчӗ те — ун патнелле ыткӑнчӗ. — Соам, — терӗ марсиан ҫӗкленӳллӗн. Пирӗннисем вӗсем! — Пурнӑҫ мӗнле тытӑнса тӑнине ӑнланатӑн. Халӗ кӑна умра пулса иртнӗ ӗҫ ҫинчен дворня шавласах калаҫать. Эпӗ санӑн арӑму мар-и вара? Дю-Буабертло граф пассажир патне пырса тӑчӗ. Паллӑ ӗнтӗ: тырра такам тивертсе янӑ, тивертессине, паллах, никам та мар, ялти ҫынах тивертнӗ. Вӑл ыйтрӗ: государство парӑмӗсене тӳлеме кирлӗ ҫав ытлашши укҫа-тенке ӑҫтан илсе тӑрать? — терӗ. Ҫемье нуши пӑвса лартнӑ чухӑнсем, пур чухне те чакма, кирек мӗнле усал ӗҫ тума та, вӗлересси таранчченех, салтак пусӗсене ҫаратма хатӗр тӑракан ыйткалакансем, — ҫакӑ вӗт пӗтӗмпе те хӑйӗн пӗр чӳлмек купӑста яшкишӗн. Корзинӑран юбкӑпа блузка кӑларса, хӑй умне саркаласа тытрӗ. — Пырать-и, ҫук-и? Хӗрачи ун аллинче тӗлӗрсе выртать. Андрей ӑна хӑйпӑтса илме хӑтланса пӑхрӗ, — вӑл ҫиелти ӳт хыттипе пӗрле кӑна уйрӑлать-мӗн, аялтан сарӑ тӗслӗ пӳр тухать. Ытти нимӗҫӗсем те вара, хӗвел ҫине пӑхса илсе, хӗрарӑмсем мӗн панине йӑлтах ярса тытса, хӑйсен вырӑнӗсене кайса тӑчӗҫ. Исай чӗрӗ чух вӑл унран йӗрӗнетчӗ, анчах та халӗ ӑна лӑпкӑн хӗрхенес килсе кайрӗ. Ҫумӑр ҫаплах пӗр чарӑнми ҫӑвать, ҫил урнӑҫемӗн урса пырать. Вӑт ҫапла килтӗмӗр-килтӗмӗр те иртен-ҫӳренсен ҫуртне ҫӗр каҫма чарӑнтӑмӑр. «Сывӑ пул, чиперккеҫӗм!» кӑшкӑрчӗ тепри; анчах хальхинче вӑл голова тӗксе янипе чикеленсе, ыткӑнса кайрӗ. Сикес-и? Пурнӑҫӗ ҫавӑн пек!.. — терӗ. Ҫапӑҫу чӑнах та питӗ вӑйлӑ пулчӗ. Кам хӑйӗн ҫӗршывӗн законӗсене ҫичӗ уйӑх хушши хытӑ уяса тӑнине кӑтартса парать, ҫав ҫын пӗр-пӗр привилеги илме пултарать. Ӑна ятарласа тунӑ фондран тивӗҫлӗ таран преми укҫи параҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата вӑл снильпел титулне илет; ҫак сӑмах закона тытакан тени пулать. Ку титула вара ун ячӗ ҫумне хушса калаҫҫӗ, анчах титулӗ йӑхран йӑха куҫса пымасть. — Тӗрӗс, тӗрӗс, чим-ха, — терӗ Петр, пианинӑна хӑвӑрт уҫса. Мӗн те пулсан кунтан та пӗртанлӑраххине тата салхуллӑраххине тавҫӑрса илме те ҫук. — Мӗншӗн чӑрманмалла, кирлӗ мар, — терӗ чиновник, табак шӑршласа. Ҫамрӑк ҫын хӑй укҫипе усӑллӑ нумай кӗнекесем кӑларнӑ, заказсем нумай парса тултарнӑ, хавхалантармалли призсем тунӑ, ҫаксене йӗркелеме купипех укҫа пӗтернӗ, юлашкинчен вара нимсӗр тӑрса юлнӑ. Нечо бай та курчӗ, унран ыйтса пӗлӗр. Ҫав пӗртен пӗр чӑх ҫӑлӑнса юлчӗ вара ял ҫине. Тырӑ сӑвӑрмалли машина чӑнах та питӗ лайӑх ӗҫлет ӗнтӗ, анчах та ҫак юлашки ҫул ҫинче Софрона та, улпута та мӗнле ӑнсӑртлӑх кӗтсе тӑнине пӗлнӗ пулсан, Софрон килтен те тухман пулӗччӗ. Давыдов хӑйне лӑпкӑ тытнине кура майӗпен Устин та лӑпланса пычӗ. — Ҫакна пирӗн тӑвар ҫине хуракан налога хирӗҫ кӗрешни, тетчӗҫ. Эпӗ театра ҫӳреме юрататӑп. Вӑл алӑк шашшулккине хуллен кӑна чӑнкӑртаттарчӗ, ҫав самантрах алӑкран сылтӑм енне пырса тӑнӑ шурӑ ҫӗлӗклӗ ют ҫыннӑн пӳрнисем кӗске кӗрӗкӗн тӳммисене тарӑхсах хыпашласа ҫӑтӑр-ҫатӑр туртса таткалани илтӗнсе кайрӗ. Пӗрне хыснана какайлӑх патӑм. Арӑмӑн ҫӗвӗ ҫӗлекен машинине сутса тепӗр вӑкӑр туянтӑм. — Ак ҫакӑ пулать те ӗнтӗ ял Совет председателӗ. Андрей Разметнов. Куҫлӑхӗ, пуринчен ытларах труби Паганеле унӑн умӗнче пит ҫӳле ҫӗкленӗ пулмалла, ҫавӑнпа та вӑл, унпа ҫывӑхрах пулас тесе, ӑшӑ сӑмахне те, тӗреклӗ вӗренне те хӗрхенмен. — Суятӑр! Пӗлместӗр пуль-ха эсир… Andate a cosa!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. — Эпӗ килӗшме шутламастӑп, — хӑвӑрт каласа хучӗ Санин. Фашизм ҫинчен никам та ним те асӑнмасть. Хыҫра сасартӑк темӗн хускалчӗ. Мӗн йӑраланатӑн? — тӳсеймесӗр кӑшкӑрчӗ Давыдов. Анчах хӑшӗсем пирӗншӗн геройсем пек курӑннине пӗлме кансӗр те мар, Пестов гимназисчӗсем! — Мускаврах. Старик Зеб тавӑрӑнсан, ӑна чарса хӑтланмарӗ. Аркадий питӗ тӗлӗнчӗ, хурланчӗ, анчах кӑна палӑртма кирлӗ тесе шутламарӗ; вӑл хӑйӗн мучийӗн суранӗ чӑнах та хӑрушӑ мар-и? — тесе кӑна ыйтрӗ, вара суран питех те интереслӗ, медицина тӗлӗшӗпе кӑна интереслӗ мар, — тенӗ ответ илсен, ирӗксӗррӗн кулса ячӗ, — чӗри темӗнле шикленсе, намӑсланса кайрӗ. Атаманчуковӑн куҫӗсем ялкӑшма тытӑнчӗҫ. Эпӗ ӑна пытаратӑп, ун хыҫҫӑн хампа мӗн пуласса пӗлместӗп! Вӑл урине карт туртса илчӗ те, йынӑшкаласа темӗскер каланӑ хыҫҫӑн, питне аллисемпе хупларӗ. — Ку — вӑрҫӑн чи интереслӗ страници. Ку ӗнтӗ намӑса пӗлни пулать-и? Ури кӗлисене унне пӑтасем ҫапса лартнӑ, шалчасемпе мӗнпур аяк пӗрчисене хуҫса пӗтернӗ, ир тӗлне вара вӑл хытса та выртнӑ. — Ҫук. Виҫместӗп. — Тепри сана ҫакӑншӑн пуҫна ҫурса пӑрахӗччӗ… Курма мӗне тӑрать, — хушса хучӗ вӑл йӑл кулнӑ май, ӑна Карл Иваныч алли ҫырнӑ хута тыттарса, — ытармалла мар! — Гек Финн — Юнлӑ алӑ — тата Джо Гарпер — Тинӗсем ҫинчи Аслати. Тепӗр тесен, ялав та пулма кирлӗ мар. Старик ӗшеннӗ, халь вара чул ҫинче, халтан кайнӑ ҫын кану вӑхӑтӗнче пирвайхи минутсенче пурин ҫинчен те манса кайсах ларнӑ пек, киленсе кайса ларчӗ. Вӑл ӑна пӗрремӗш хут итлет, вӑл ун сӑмахӗсен шухӑшӗнчен мар, ҫав сӑмахсене ҫуратакан туйӑмӑн вӑйӗнчен тӗлӗнет. Ку хутӗнче вӑл валлиецпа унӑн ывӑлӗсем ҫав каҫ хӑйне инкекрен хӑтарнӑ ятпа каҫхине хӑнасем пухса апатлантарать. Пайӑркасем кӑшт кӑна ӑшӑ. Салтакран тухнӑ генерала та, профессор пулнӑ салтака та, ҫар совечӗн членне, мӗнпур арми юратакан ҫынна, курчӗ вӑл. — Ӗҫ ӑҫталла туртнине чухлатӑп эпӗ, — терӗ мана Вера. Кашни эрешменех хӑй кӗтесне пӗлтӗр, каррине картӑр, тата хӑй виҫипе чухлама пӗлтӗр, каррийӗ хӑйне чӑтмалла пултӑр… Вӑл ман ҫине тишкерӳллӗн пӑхса илчӗ, пӗр хушӑ шарламасӑр ларчӗ, унтан вара татӑклӑн, ӗнентермелле калаҫма тытӑнчӗ, — ку шухӑшсене вӑл тӗплӗн шухӑшлас хатӗрленӗ пулмалла. Ҫулҫӳревҫӗсен татах та утиялсем пур-ха, пӑшалсем те пур, типӗтнӗ кайӑк та, рис та пӑртакҫӑ юлнӑ. Эпӗ Позднышевпа юнашарахчӗ те мӗн каламаллине шутласа тупайман пирки ним те чӗнмерӗм. Сывпул, Фома… Сирӗн лаша хытӑ чупаканскер мар. Спектакль хыҫҫӑн эпир тӗттӗм залрах тӑтӑмӑр, салтӑнмалли пӳлӗмре халӑх пушанасса кӗтрӗмӗр. — Мӗн ку? Доктор, тархасшӑн мӗн те пулин калӑр ҫавна. Ларионыч тӗлӗнсе хуллен ыйтрӗ: — Мӗнле апла — каймастӑн? Вӑл пуҫне аялалла усса, сылтӑм аллипе тенкел хӗррине тытса ларать. Кӗренрех шурӑ чечекӗсемпе праҫникри пек тумланнӑ ҫӗршер йывӑҫӑн речӗсем саларан уялла тӑсӑлаҫҫӗ. Тепӗр пӳлӗмре — чӑл-пар ҫӗмрӗк тӗкӗр, вӑл стенасенчен пӗрне хуплать, урайӗнче — кавсӑлнӑ ҫӗтӗк-ҫурӑк купи, ӳкнӗ сӗтел-пукан, шкапсенче — тумтир ластӑкӗсем. Таврӑнмаллаччӗ ӗнтӗ, хальтен халь кӗтетӗп вӑл килессе, тем, килеймерӗ-ха. Челкаш ун ҫине мӑшкӑлла кулӑпа пӑхкаласа илчӗ, Гаврила ӗнтӗ каллех кӗсменсене ярса тытрӗ, темрен хӑранӑ пек аялалла пӑхса, кӗсменсемпе васкавлӑн та хыттӑн ишме пуҫларӗ. — А! Мӗн ҫинчен калама пултартӑр вӑл, хӑйӗн пӗтӗм хуҫалӑхӗ хытӑ юхӑнса кайнӑ пулсан, ҫавӑн пек врача, — лармалли вырӑна сиксе тухнӑ кашни шатрашӑнах пурне те эрне хушши канса пурӑнма ирӗк паракан врача — хӑй патӗнче тытса усрать пулсан! Храмсем тырӑпа, пусма-таварпа, техӗмлӗхпе тӑп-тулли. Эсир, — вӑл пӳрнисемпе шаклаттарса илчӗ, — пултаратӑр, мана, малаллине курма пултарайман ҫынна, тӑна кӗртме вӑтанса тӑмарӑр. Вӑл ландо текен уҫӑ та ирӗк каретӑпа килнӗ; каретине илемлех мар, анчах вӑйлӑ та пысӑк пар лаша кӳлнӗ. Сӑмсинчен ҫырма пек юхать, ачхуне вара, пулеметран пенӗ пек, ӑстрӑмӑн-ӑстрӑмӑн тӑвать. — Вильсон, сулахая тыт! Пӗр виҫ-тӑваттӑ кунтан вӑл ӗҫлеме пычӗ, анчах часах каллех кайса ҫухалчӗ, ҫуркунне вара эпӗ ӑна ҫапкаланчӑксем хушшинче тӗл пултӑм, — вӑл затонта баржасем тавра пӑр кататчӗ. Вара, икӗ вӗҫ туса килнӗ хыҫҫӑн:— Ҫапла, — калаҫма пуҫларӗ, тин ҫеҫ татӑлнӑ сӑмаха малалла тӑснӑ евӗр. Пӳртре Ерофей Кузьмичӑн вӑйлӑ та ҫилӗллӗ сасси илтӗнет. Курӑк вырӑнне шур ҫеҫкеллӗ пысӑк мар йывӑҫсем пуҫланчӗҫ, вӗсен хушшинче Ҫӗнӗ Зеландире питӗ ӗрчекен упа саррисем те пур. Вӗсем килессе килеҫҫӗ те — пӑрахса каяҫҫӗ: пӳлӗм пушӑ мар-ҫке-ха. Сивӗ каҫ. Гуго чӑнах та урамсем тарӑх, ӳкекен ҫӑлтӑр пек, вӗҫтерсе пырать. Эпӗ аслӑ улпутӑн сӑнӗ мӗн пирки пит шухӑша кайнине сисрӗм те, ун ҫинчен ыйтрӑм. Эпӗ ыйтнине ӑнлантарса парас вырӑнне вӑл мана хӑй каланине тимлӗ итлесе тӑнлама ыйтрӗ, мӗншӗн тесен — ку ӗҫ санӑн пурнӑҫупа ырӑ ятна тивет, терӗ. — Эй, кӑпӑшкаскер, ҫын ҫине кӗретӗн! — кӑшкӑрать Дениска. Кӗрхи шуранкарах сенкер пӗлӗт ҫаврака кӑвак чул сарнӑ, сарӑ ҫулҫӑ тӑкӑннӑ урама ҫуттӑн пӑхать, ҫил ҫулҫӑсене ҫавӑрттарса хӑпартса ҫынсен урисем айне пыра-пыра пӑрахать. Эпӗ ӑнланма пултараймастӑп. — Ҫук, ӗнерех кайнӑ, — терӗ вӑл юлашкинчен, йывӑррӑн сывласа. Таттисӗр баян вылярӗ, мӑшӑрсем ҫаврӑнчӗҫ. Пӗр сехет е иккӗ гестапо ҫуртӗнче ирттерес, тӗрмерен ирӗке кӑларнӑ ҫынсемпе калаҫса пӑхас, вутӑ пирки тӑракан ыйтӑва татса парас. Сӑмах тӗлне килнипе калар-ха, пӑхатчӗ ҫав — хӑш чухне маис пӑттиччӗ, тепӗр чух — вир пӑтти — ҫавӑ вара лядовецсенне те, пестовецсенне те шкулти интересӗсене уйрӑм палӑртса тӑратчӗ. Маша аллине калла туртса илмерӗ… — Эпӗ хам мӗн курнине кӑна каласа патӑм. Ӳкерчӗкне вӗсем ман кивӗ кӗперен илчӗҫ; ҫакӑн пирки эпӗ ӑна ҫӗр ҫине тирпейлӗ сарса хутӑм. Ҫавӑн чухнех виҫҫӗр ҫӗвӗҫе мана валли костюм ҫӗлеме хушрӗҫ. Вӑл иккӗн анчах тет. Присутстви ӗҫӗ ирех пуҫланнӑ. — Ҫапла пулмасӑр! — терӗ ҫав сасах. Генерал, чӗлӗмне ҫӑварӗнчен кӑларса, Аграфена Ивановна ҫине кӑмӑллӑн пӑхса илчӗ. Юлашкинчен, ӗҫ пулса та тӑнӑ. Старик вӗтетнӗ тӑм порошокне тикӗс чул ҫине пӗр ҫӗре пухнӑ. Василий Иванович аса илчӗ. Учкурсем, сарӑ питлисен ҫул пуҫӗсем, ҫар пуҫӗсенчен чи ӑсли-тӑнлине суйлаҫҫӗ те пӑхӑнтарнӑ ҫӗр-шыв пуҫне ӑна лартаҫҫӗ. Ҫамрӑкчӗ-ха хӑй, анчах нумай ӑнланатчӗ ӗнтӗ. Ӑнланма — юрамасть, чараҫҫӗ пулмалла ҫав! Хура таракансем, асанне телей пултӑр тесе юри илсе килсе янӑскерсем, сивӗ плита ҫинче чӑштӑртатаҫҫӗ. Халӑх пӑлханӗччӗ, хула хыҫҫӑн хула, штат хыҫҫӑн штат революци енне куҫӗччӗ. — Манӑн питех пӑрахас килмест, — лӑпкӑн ответлерӗ Морис. — Ҫавӑ, мӗн вара? Пачах урӑхла, вӑл туя васкатма кирлине туйнӑ, ҫавӑнпа ҫырӑва хӗрӗн ашшӗне — пулас хуннӗшне кӑтартма шутланӑ. Унӑн «чи кирлӗ» сӑмахӗ ӗнтӗ, мӗн тесен те, ӗнер эпӗ ывӑнса ҫитнине пула мана каласа парайманни ҫинчен пулнӑ. …Пирӗн вӑхӑтра Совет Союзӗпе Англи тата Америка хушшинчи 1942 ҫулхи ҫуллахи пысӑк тинӗс ҫулӗ ҫинче мӗн пулса иртнине кашни шкул ачиех хӑй мӗн чухлӗ пӗлнӗ таран чухлать ӗнтӗ. Вӑл епле имшер пулсан та ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри те ӑна кӑкӑр ҫумне тытса чӑмӑртамасӑр чӑтса тӑма пултараймарӗҫ. Унӑн айӗнчи шыв хура та хӑрушӑ. Вӑл йӗнӗрен кӑларнӑ хӗҫпе ларать. Унта концлагерьсенчен тарнӑ е вӑрттӑн ӗҫлесе пурӑннӑ ҫынсем пулма тивӗҫ. — Эпир мӗнле тӗл пулнине пӗлесшӗн-и эсир? Радио ҫумӗнчи — Петя Бунчиков. Авӑнчӑк хӗҫӗсене кӗмӗлленӗ, айккинче — кинжал, кӑкӑр ҫинче — патронсем. Ҫак кунсенче, кулаксен килйышӗсемпе пӗрле Тимофей Рваный та тухса кайнӑ хыҫҫӑн, вӑл шыва чиксе кӑларнӑ ҫын пек, пуҫне усса ҫӳрет. Пулнӑ пулсан, мӗнле япаласем, ӑҫта вӗсем? Ман шутпа, «Дейтше Дипломатиш-Политише Корреспонденц»-ри господасем икӗ тумлам шыв пекех Шчедрин бюрокрачӗ евӗрлӗ. Пӗр хӗрарӑма юратакансем ҫеҫ кунта нимӗн те тупайман, мӗншӗн тесен Сеча кӗмелли ҫывӑха та пӗр хӗрарӑм та хӑйса пыма пултарайман. Вӑл персе ярсанах, унран пӗр вӑтӑр утӑмра тепӗр сунарҫӑ — хӑрушӑ сунарҫӑ — сиксе тухрӗ. Вӑл, паллах, хӑйӗн тупӑшӗ патне килнӗ те халӗ чакма шутламасть пулас. — Мӗншӗн туяннӑ эпӗ кадет кучченеҫӗн ванчӑкӗсене? — Паллах, кӑнтӑрла. Кунти салхуллӑ шӑплӑха шыв кайӑкӗсем ҫеҫ хускатса илеҫҫӗ. Судӑн тӗпчес ӗҫе малалла тӑсса тӑма кирлӗ-ши? Вӗсенчен ачисене уйӑрса кайнӑ, тӗрмене лартнӑ, анчах вӗсем — нимех те мар, пынӑ, ларнӑ, кӗтеҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, — э? — Ҫапла. Анчах манӑн каяссӑмах килмест. Ун ҫинченех тата ҫапла ҫырать: «Чи пысӑк инкекӗмӗр — йӑнӑш пулни, уншӑн эпир кашни кунсерен, кашни минутсерен хӗн куратпӑр та, ҫав йӑнӑшӗ — экспедицие хатӗрлес ӗҫе эпӗ Николая шанса пани…» Николая-и! Куҫӗ хупӑна та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ, сасартӑк вӑл темле шӑна тӳсмелле мар тарӑхтаракан саслӑн сӗрлесе вӗҫсе ҫӳренине илтрӗ. Ҫакӑн пек сас шӑна ҫунаттисемпе сулланинчен пулать — хӑш-пӗр шӑна ҫунаттине ҫеккунтра вунпилӗк-вунултӑ пин хут сулласа илме пултарать. Леона шывӗн хумӗсем ҫине кӗрсе каять те тепӗр еннелле каҫса кайсан тин хӑрама пӑрахать. Штурман шутласа тӑрайман ҫав ӗнтӗ, тинӗс ҫийӗн вӗҫнӗ чухне ӑна ҫырана тухас пӗртен-пӗр ҫул кӑна илӗртнӗ. — Акӑ, хамӑр мӗн-мӗн туни ҫинчен йӑлтах каласа патӑм ӗнтӗ, — куҫне ялкӑштарса илчӗ Тимур, хӑйӗн калавне пӗтерсе. — Вӑл Каштанкӑна ачашласа илнӗ те малалла каланӑ: хӗрли, эсӗ ан хӑра… Саня кӗнекисем хушшинче «Овод» тупӑнчӗ. — Сирӗн пӗр сӑмахӑрах ҫителӗклӗ. Ирхине вӗсем Петровпа иккӗшӗ — пӗрремӗш хут боевой вӗҫеве каймалла. Вӑл окраинӑри республика, анчах вӑл республикӑра Крым тутарӗсем нумайтарахӑшӗ мар, йӑлтах урӑхла, — вӗсем унта сахалтарахӑшӗ пулаҫҫӗ. Ҫӗрлесенче хулана каҫма пулать: сулланса ҫӳретӗп унта, хама мӗн кирлине тупатӑп. — Вӑт ку чаплӑ шухӑш, Джек! — кулса ячӗ Дик Сэнд. Вӑл блиндажран тухрӗ. Гаврилӑна хирӗҫ тепӗр сӗтел хушшинче хӗрлӗ сухаллӑ, кӑмрӑк тусанӗпе тата сӑмалапа вараланса пӗтнӗ, матрос тумтирӗ тӑхӑннӑ ӳсӗр ҫын ларать. Сасартӑк ҫавӑнтах унӑн савӑнӑҫӗ, сывлӑш варкӑшса кайнипе сӳнекен ҫурта пек, лапах сӳннӗ. Эпӗ хамах хаҫатра икӗ ӗне лавккана кӗрсе пӗр кӗренке чей ыйтни ҫинчен вуланӑччӗ. Вӑл ӗнер тӗтреллӗн курнӑ пӑрахута, локомотива, сарлака шыва аса илчӗ те, пристань патне чупса кайса вӗсене курасчӗ тесе, хыпалансах тумланма тытӑнчӗ. Килӗшмест-им? Ерофей унӑн сӗнӗвӗпе килӗшрӗ те картишне кӗрсе кайрӗ. «Пурӑн-халӗ, пурӑн-ха — Эпӗ камне курӑн-ха. Ермолай кайрӗ. Вӑйлӑ юратма пултаракан ҫыннӑн кӑна кӑмӑлӗ вӑйлӑ хуҫӑлать; анчах ҫав юратас килниех ӑна хуйха сирсе яма та пулӑшать, сыватать. Ромаҫ мана тарӑхлӑн ӳпкелесе кӗтсе илчӗ: — Мӗн туса сӳретӗр эсир? Рада унпа килӗшрӗ. — Ыран иртерех килме пултаратӑр-и? Ҫук, сирӗн канмалла, канӑҫ кирлӗ сире… — Ну, каласа кӑтартсам ӗнтӗ мана, пур тӑвансем патӗнче те пултӑн-и? Ивинсем патне кӗтӗн-и? Вӑл хӗрелсе карӗ те астумасӑр кӑшкӑрса ячӗ: — Ан вӗрентнӗ пултӑр мана, эпӗ хам мӗн тунине хам пӗлетӗп! Вӑл ӑнсӑртран кӑна Бяла Черквана пырса ҫакланнӑ — хурӑнташӗсем патне хӑнана килнӗ пулнӑ вӑл. Шӑплӑхра выльӑхсем ыйхӑланӑ пек мӗкӗреҫҫӗ, кӗскен кӑшкӑрнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Чӳречесем хушшинче, ҫуллӑн йӑлтӑртатакан ылтӑнланӑ хулан рама ӑшӗнче, патша портречӗ ҫакӑнса тӑрать, чӳречесем ҫинчи кӗрен тӗслӗ йывӑр чаршавсем рамӑна ик енчен тӳрӗ хутламсемпе хуплаҫҫӗ. Эсӗ пире ан пӑрахах, саншӑн эпир тӑрӑпӑр. Кӗпине хывса койка патне пырса тӑчӗ те — Гусев ҫывӑрать ӗнтӗ, — аллисем кӑкӑрӗ ҫинче, куҫ хупанкисем тӳлеккӗн хупӑннӑ. — Эпир ҫӗмӗретпӗр, мӗншӗн тесен эпир — вӑй, — асӑрхаттарчӗ Аркадий. — Эпир тӳрех шап-шурӑ хӗрнӗ вучах патнелле хӑпармастпӑр-ши? — тесе кӑшкӑрса ятӑм эпӗ, вӗри тата хытӑрах вӑйлӑланнине сиссе. Унӑн часрах Нагульнова мӗн пулнине ыйтса пӗлесси килчӗ. Малтан шӑтӑк тӗпӗнче выртакан чура-хӗрарӑмсен ӳчӗсене шыв илчӗ. Алӑк хӑлӑпне тытрӑм та, чарӑнса тӑрса, каларӑм: — Каҫарӑр мана, княжна! Ҫавна мӗнле ӑнланмалла? — ыйтрӗ Давыдов. Сӑмах та ҫук, унчченхи вӑхӑтсенче пулсан географ, хӑй панӑ сӗнӗве ҫирӗплетес тесе, ҫакӑн ҫинчен астутармасӑр хӑварман та пулӗччӗ: ҫакӑ Ҫӗнӗ Зеландин ҫыран хӗррине ҫӑп-ҫӑмӑлах тӗрӗслесе ҫӳреме май паратчӗ. Пилӗк таран ҫаратса янӑ хӗрсем ҫуйӑхаҫҫӗ, ятлаҫаҫҫӗ, анчах та ку вӑйӑ вӗсене кӑмӑла каять пулас, вӗсем хӑйсен кӗписене хӑйсем салтма пултарнинчен вӑрахӑнтарах салтаҫҫӗ. Сӑлтавӗ паллӑ. Анна Сергеевна хӑйне кашни ҫын унӑн умӗнче хӑйӗн шухӑшне пӗр шикленмесӗрех каласа памалла тытнӑ. Ивинсемпе сывпуллашнӑ чух эпӗ Сережӑпа питӗ ирӗклӗн, кӑштах сиввӗнрех калаҫрӑм та ун аллине чӑмӑртарӑм. — Нимӗн те?! — Пурне те Ерошка. — Ҫичӗ хут — нумайтарах вӑл! — терӗ Яков. Эс халь пурне те ӑсран ятӑн ӗнтӗ, кунсерен пӑшал сассисене кӑна илтетӗп-ҫке… Мӑнастир патӗнчех переҫҫӗ тата! Анчах эпӗ хӗрхенместӗп… Тахӑш кӗтесре юрлатчӗҫ, чӳрече патӗнчисем ушкӑнпа пухӑнса тӑнӑччӗ те, каҫхи тата кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче ялан тунӑ пекех, киревсӗр анекдотсем ҫаптаратчӗҫ. — Чарӑн вӑрҫма, — терӗ Морган. Эпӗ эрех ӗҫнӗ пекех ӳсӗрӗлсе кайрӑм. Володя ӑна пуҫтайрӗ те тухрӗ. Малта Адриатика хӑйӗн пӑтранчӑк хумӗсене хӑвалать; хумсем кӑпӑкланаҫҫӗ, малалла ыткӑнса килеҫҫӗ те, хӑйӑр ҫине вӗтӗ шапа хуранӗсемпе тинӗс курӑкӗ хӑварса, каялла чакаҫҫӗ. — Мӗншӗн чарӑнмалла? Автор ҫак ҫӗршывра мӗн ҫисе пурӑнни ҫинчен каласа пани. — …Воропаев полковник! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Аннушка, хӑй ӑна юратнине систерекен сасӑпа, — нумайӑшӗ ун ҫине аллисемпе сулкалама тытӑнчӗҫ. Ҫак виле шӑтӑкне, казаксем, хама хунӑ пекех хуратӑп, хама пытарнӑ пекех пытаратӑп!.. Нимӗҫсен улттӑмӗш армине Сталинград патӗнче ҫавӑрса илсен, Гвоздевсен корпусӗ чакса пыракан нимӗҫсен фронтне татса кӗрсе кайнӑ та, хӑйсен мӗнпур танкӗсемпе ҫеҫен хирсем тӑрӑх нимӗҫ тылӗсене ҫӗмӗрсе ҫӳреме тытӑннӑ. Чӑн-чӑн асаплӑх — чӗмсӗр, чӑн-чӑн ҫуйкӑнлӑх — чӑрмав мӗн иккенне пӗлмест! Сисӗнкӗллӗ ача чунӗнче асаилӳсем туллиех, вӑл вӗсемпе ҫеҫ пурӑнчӗ. Кусем озеровецсем. Чемоданӑмӑрсем йывӑр марччӗ пирӗн, хула варрине ҫити метропа каясшӑн пултӑмӑр та Аэропортран тухсан икӗ сехет хушши ҫул урлӑ каҫаймарӑмӑр. «Анчах выльӑхӑр сирӗн-ҫке, Иван Иванович, эппин айӑпӗ те сирӗнех». Бильярднӑйӗнче батальонсен ик адъютанчӗ, Бек-Агамаловпа Олшар поручиксем, полкра ӑна пурте Олизар граф теҫҫӗ, пилӗк шарпа сӑралла вылятчӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ пӗррехинче Пидорка, куҫҫуль юхтара-юхтара, хӑйӗн Иваҫне алла илет те ҫапла калать: «Ивасю чунӑм, юратнӑ Ивасю! — Ҫук, мана автан кӑна кирлӗ. Алӑк ан чӗриклеттӗр. Унран тӗлӗннӗ онбаши ҫак ҫилленнӗ господинӑн сӑмахне тӗрӗкле куҫарса памашкӑн хушрӗ. Вӑл, эпӗ ун хыҫӗнчен ҫӳретӗп, тесе шухӑшлама пултарать. Ӑнсӑртран кӑна хӑй ҫӑлӑнса юлнине ӑнланса илчӗ ӗнтӗ вӑл, шӑпа ӑна пӗр хут кӑна мар ҫавӑн пек инкекрен хӑтара-хӑтара хӑварнӑ. Ҫав ирхине вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, тинӗсрен вӗрекен тӑварлӑ сывлӑшпа сывлама тухнӑ. Пӗр сарӑ йӗкӗт анчах хӑйӗн сӑмахӗ ҫинче ҫирӗппӗн тӑнӑ: — Ваше степенство! Ку мана питӗ кӑмӑла каять! Иван Никифорович алӑк патне пырса тата темӗн каласшӑн пулчӗ, анчах Иван Иванович пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр, вӗҫнӗ пек, картишӗнчен тухса кайрӗ. Ыранччен тӑхтӑр. Вӗсем выкройкӑсемшӗн те премисемшӗн «Нива» илсе тӑрса, ӑна вуламастчӗҫ, картинӑсене ҫеҫ пӑхса тухса, спальняри шкаф ҫине пуҫтарса хуратчӗҫ, ҫулталӑк иртнӗ чухне вара переплет тутаратчӗҫ те кровать айне пытарса хуратчӗҫ, унта ӗнтӗ «Живописное Обозренин» виҫӗ томӗ выртатчӗ. — Сывах-ха, турӑ пулӑшнипе, — терӗ мана хирӗҫ Влас. Джордано вара Коперник вӗрентӗвӗ ҫинчен чӑнлӑха пӑсакан хаяр манахсенчен мар — авторӗнчен хӑйӗнчен пӗлет. — Вӑл пурне те шӳтпе ирттерсе яма юратать. Сасартӑк ҫил питӗ хыттӑн парӑлтатса ҫӗкленчӗ, Егорушка аллинчи ҫыхӑпа чӑпта кӑшт ҫеҫ вӗҫсе каймарӗҫ. Эпӗ вилсех каяттӑм мӗн тери кулянса ӳкнине каласа та параймастӑп. Аслисем мана ҫав япала сывлӑхшӑн аван тесе каланӑ; аслисемех мана ҫавӑн пек тунинче сатурлӑх, хисеплӗх тивӗҫӗ пур тесе каланӑ. — Каҫӑ ҫине бомбӑсем пӑрахрӗ, — пӗлтерчӗ Андрей, — Вазуза шывӗ ҫинче. Пурте йышӑнакан теори тӑрӑх, ҫӗр чӑмӑрӗн хуппи нихӑҫан та пӗр вырӑнта хускалмасӑр тӑманнине эпӗ пит аван пӗлсе тӑнӑ: ҫӗр пичӗ ҫинче тӗрлӗ ҫӗрте саланса пурӑнакан чӗрчунсем нимӗнле улшӑнусене сисмесен те, ҫӗр ӑшӗнчи япаласем саланса ишӗлнӗ пирки ҫав улшӑнусем ҫӗр хуппине яланах хускатса тараҫҫӗ. Ҫавӑнпа та ҫынсем ҫине тӗрлӗрен пӑхма тивет, чӗрене хытарса тытма, ҫынсене сӑнама тивет: кусем — хамӑрӑннисем, кусем — ютсем. Тӗрӗс ку, анчах лӑплантармасть. Каронада тупӑран лайӑхрах, унпа пеме те виҫӗ ҫын ҫителӗклӗ, анчах вӑл тупӑ пекех тӗл тивертеймест, инҫете те переймест. Эсӗ ӑслӑ ҫын, эсӗ ҫынсене те, хӗрарӑмсене те пӗлетӗн, ҫавӑнпа та каҫарӑн… Эпӗ кукамай ҫыннисем кӑштах пӑлханнине асӑрхатӑп, час-часах кам кама лекесси пирки калаҫнине илтетӗп, хамӑр пурлӑх илесси ҫинчен ирӗксӗрех савӑнса шухӑшлатӑп. Рабочисенчен нумайӑшӗ, ӗҫпе супса ҫитнипе пурин ҫине те пӗр пек пӑхаканскер, сӳрӗккӗн кӑна:— Нимӗн те пулмасть, — ӑҫтан май килтӗр? — тет. Елена ун ҫамки ҫине усӑнса аннӑ ҫӳҫне сирсе ячӗ. Вӑхӑтӑн пире ҫутҫанталӑк панӑ тӗп виҫисем иккӗ: ҫулталӑк тата талӑк. Гаврила тӳсеймесӗр кӗтрӗ, кӑкӑрне темскер ӗмсе тӑнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл пӗтӗм ӳт-пӗвӗпе чӗтрене-чйтрене илчӗ. Маларах тухса тӑракан кӗтесрен ултӑ утӑм виҫсе илтӗмӗр те кам кама малтан пемелле, ҫавна ҫак кӗтесе тӑратмалла турӑмӑр, ҫурӑмӗпе сакӑлта еннелле ҫаврӑнса тӑмалла; вӑл вилмесен вара ӑна тепри улӑштарать те ҫав вырӑнах пырса тӑрать. — Эсӗ, Ҫемен, ҫапла шутламастӑн-и: Шырланпуҫӗнче эпӗ «пулса» кӑна мар, сирӗнпе пӗрле ӗҫленӗ те пулсан, тен, йӑнӑшсем те сахалрах пулӗччӗҫ? Авӑ епле хисеплетчӗ вӑл мана, покойник! Хӑпарнӑ вӑл пӗррехинче ҫак чул ту ҫине, хытӑ хӗпӗртенипе хытнӑ пек тапранми тӑнӑ, ҫавӑн чухне хӑйне хӑй ҫапла каланӑ: хатӗрлем-ха эпӗ ку вырӑна манран кайран килекенсем валли. — Ҫапла: эпӗ ӗнер ҫеҫ провинцирен килнӗ. — Мӗншӗн вилесшӗн эсир? Кӗсри, ҫын ӳксе юлнине сиссен, тӑпах чарӑннӑ. Хуҫи шӑн ҫӗр ҫинче выртса хӑйӗн татӑк хӳреллӗ кӗсрине ылханнӑ. Анчах мӗнле пуҫтарӑнсан та, унӑн характӗрӗ мӗнле пулсан та, интеллигенци ҫапах клас мар, — сий пулать. Кил, кил кунтарах, кунта пирӗн хамӑр ҫынсем… Акӑ пирӗн Цветан кунта, Дойчин бай… Эпир хулана куҫса кайрӑмӑр. Наташка горничнӑй ку ӗҫре ӗҫленӗ хушӑра хӑй лӑпкӑ та тӳлек пулнипе, ӗҫе тӑрӑшса тунипе палӑрнӑ. Чӳрече хупписене тайнӑ, урайне сивӗ шыв сапнӑ; шӑплӑх, тӗксӗм, сулхӑн; пӗр шӑна та ҫук, пӗр вӑрӑм туна та нӑйлатмасть… Тӑрах, — хушсах тӑратрӗ Сергей. — Эпӗ вӗсем патне тавӑрӑнӑп-ха. Вӑл: эпир тупма пултарнисенчен чи авантараххи пулать. Анчах Калинычӑн урӑхла пултарулӑхсем пуррине Хорь хӑй те тунман; тӗслӗхрен: вӑл вӗрсе-сурса юн чарнӑ, хӑранине ирттерсе янӑ, урса кайнинчен сипленӗ, хуртсене хӑваласа кӑларнӑ; пыл хурчӗсем ӑна хӑйсемех алла парӑннӑ, унӑн алли ҫӑмӑл пулнӑ. Пуринчен ытларах шыва путса вилнӗ ҫынсене, кивӗ якорьсене, путнӑ пӑрахутсене, — пурне те тытаҫҫӗ. Вӑл хӑй уҫӑ кӑмӑллӑ та лайӑх ҫын, лайӑх воспитани илнӗ, ӗҫленӗ, аслӑ обществӑра тӗрткеленсе ҫӳренӗ, халӗ хуҫалӑхне те ӑнӑҫлӑн тытса пырать. Мӗншӗн тесен эпӗ эсир илӗртнине парӑнтӑм. Е тата уншӑн та мар, акӑ мӗншӗн пулӗ: хам ухмах пулса эпӗ сире ҫавӑн ҫинчен каласа патӑм. Эсир вара ҫӗнтерсе илсе, ҫавӑн ҫинчен пӗлсессӗн, ҫӗнтернӗ ҫынпа интересленме пӑрахрӑр, кирек хӑш хӗрарӑм та ҫавӑн пек. Анчах кунта ӗҫ принципра-ҫке, ҫав принцип пиркиех вара эпӗ унран хӑпмарӑм. Мускавра унӑн нимӗнле ӗҫ те пулман. — Ну, юрать. — Ан кай… — ыйтнӑ Люба. Темиҫе утӑм тусан вӑл сасартӑк Собор площадьне тухрӗ, унтан епископ дворецӗн сулахай енне пырса тӑчӗ. Томӑн ӑшчикки пӑшӑрханни хуллен-хулленех иртсе кайрӗ; ӑна шӑл ыратасси те йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫавӑнпа вӑл ӑна пӑрахӑҫа кӑларчӗ. Ҫутӑлма пуҫларӗ ӗнтӗ. Юлашкинчен, каҫ пулчӗ. Патша хӑйӗн тусне Алвиша пушанма пуҫланӑ эрех пичкине тултарса хума хушрӗ. «Асту, — тет, — сухана тухнӑ ҫӗре пӗр супне ҫӑмарта туса хатӗрлеччӗр, унсӑрӑн сана хӑвна автан вырӑнне таптаттаратпӑр», — тет. — Ҫӗрӗ халӗ манӑн, ӗлӗк Дубровскин пулнӑ, — терӗ вӑл. Вӑл шлепкин хӑйӑвне салтрӗ, ӑна хывса хучӗ, мантилйине хулпуҫҫи ҫинчен сирсе пӑрахрӗ, ҫӳҫне майларӗ, унтан пӗчӗк те кивӗ диван ҫине ларчӗ. Унта тата манӑн пӗр ҫывӑх юлташ пурӑнать, пысӑк талантлӑ ҫын, эсир унпа килӗштерессе шанатӑп эпӗ. Ҫитӗнсе ҫитнисене хӑратакан япала ачасене тӗлӗнтерет ҫеҫ, кам ҫӑмӑллӑнах тӗлӗнет, ӑна хӑратма ҫӑмӑл мар: мӗн иккенне пӗлменни хӑратмасть. Миките калаҫнине итленӗ, ҫынсене пичӗсенчен тӗллесе пӑхкаланӑ, вӑл та сӑмах хушасшӑн пулнӑ курӑнать, анчах чей ӗҫнӗ пирки пушанайман, пуҫне кӑна сулса ларнӑ. Виҫӗ тумлам ытлашширех ярса патӑм эпӗ сана. — Вӑт ҫапла ҫеҫ уйрӑлнӑ вӑл. Пач та юратмасть вӑл сана…» Эпӗ ӑсран тайӑлмастӑп-ши тесе шухӑшлаттӑмччӗ. Урам вӗҫӗнче — амӑшӗ ӑна аванах курчӗ — площаде тухмалли вырӑна картласа, сӑрӑ хӑма стена пек пӗр ушкӑн тӑрать. Грап хӑйне кӗҫене хурать, ӑна-кӑна ыйтса тарӑхтарать, ҫакӑнпа пӗрлех ҫиелтен пӑхма ырӑ кӑмӑллӑ пек туйӑннӑран тата пирӗн ҫурта хӑнӑхса ҫитнӗрен вӑл пире иленнӗ пек тунине пурте пысӑка хурса хаклаҫҫӗ, анчах эпӗ ӑна темшӗн юратмастӑп, вӑл калаҫнӑ чухне уншӑн яланах вӑтанатӑп. Артем кӑна кула-кула каларӗ: — Санпа пуп умӗнче е атте умӗнчи пек. Пӑлхавҫӑсем ӑна пур енчен те ҫавӑрса илчӗҫ. Вӗсен салхуллӑ пичӗсем уҫӑлса кайрӗҫ. Духовенствӑн тивӗҫӗ — тӗнчене аслӑ ӗмӗтсемпе тӗллевсем патне илсе пырасси, эпир те ҫавӑншӑн тӑрӑшмастпӑр-и ӗнтӗ? Вӑл — старикӗн савӑнӑҫӗпе йӑпанса ларнӑ пек курӑннӑ… Фукс, нимӗн калама аптӑраса, аллисене сарса пӑрахрӗ. Вӗсене хуса ҫитрӗҫ. «Салтак пулас-и-мӗн? — вӗҫсе илчӗ Ромашовӑн канӑҫсӑр тавҫӑру. — Пуху. — Анчах, ирӗк парӑр-ха, Джемма фрейлейн ыйтса пӗлме, ман пирвай пӗлес килет, мӗнле сӑлтавсем сире… Ҫав кунсенче, пӗр чӗнмесӗр те шӑп вӑхӑтлӑ, ун патне ҫартан таврӑннӑ Городцов сержант кӗрсе ларчӗ. Хӑй вӑл Микоян ячӗпе тӑракан колхозран-мӗн. Е амӑшӗ пӗлсен, мӗн шутлама пултарӗ вӑл ун ҫинчен? Халӗ ӗнтӗ, яланхи пекех, унран Воропаев ҫинчен ыйтма тытӑнаҫҫӗ, анчах ҫак минутра вӑл ӑна кураймасть, мӗнпур чунӗпе тарӑхать, ун ҫинчен вӑл пӗр ырӑ сӑмах та кӑлармӗ. Кил хӑвӑртрах! — кӑшкӑрчӗ Лукашка юлташне, юнашар пӳрт патӗнче лаши ҫинчен анса тата лашине хӑйсен килкартин ҫатан хапхинчен асӑрханарах кӗртсе. Пурте пӗр шутлӑ тенӗ пекех, турри те ҫав каяннӑй влаҫӗ майлах хӑтланать! Амӑшӗ унӑн пысӑк кӗлеткине пӑхса илчӗ те ачашшӑн сӗнчӗ: — Мӗн те пулин тӑхӑнасчӗ санӑн, — сивӗ! — Тен, эсир малтан хӑвӑрӑн ӗҫпе мана та паллаштарма пултарӑр? «Мӗнле эсир, Иван Иванович, ҫавна сӗнме пултаратӑр? Темӗнле тӗтреллӗ мӗлкесем таҫти сӗм тӗттӗмлӗхрен халӗ те-ха вӗҫсе тухасшӑн тапаҫланаҫҫӗ, халь вӗсен кӳлепи те ҫук, сасси те, тӗсӗ те… — Сирӗн ҫине пӑхса Давид кӗлеткине ӳкерме пулать, — тесе, хӑй нумай пӗлнине палӑртса илчӗ комисси членӗсенчен пӗри. Эпӗ — вилӗ-ҫке. Вӑл нимех те мар. Ҫав самантра вӑл тепӗр япалана асӑрхарӗ: ҫунакан сарай тӑрринче, ниҫта та сикме аптӑраса, кушак хыпаланса ҫӳрет, — йӗри-тавра пур ҫӗрте те ҫулӑм явӑнать. Огнянов ӑна ҫунтарас пек пӑхса илчӗ. Унӑн гимнастерка ҫанни ҫине пуҫ шӑмми тата хӗреслетсе хунӑ икӗ шӑмӑ ӳкернӗччӗ. — Пар кунта. — Юлташ, ҫак ҫулпа вӑрмана ҫитсе тухма мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ? — терӗ вӑл. — Ӑна мӗнпе каснӑ тесе шутлатӑр эсир? Половцевӑн кӗрнеклӗ, пысӑк кӗлетки ҫумӗнче Тимофей ҫитӗнсе ҫитмен ача пек кӑна курӑнать. Тепӗр кун ирпе карта ҫине пӑхса Паганель вӑл Таубора сӑрчӗ пулнине пӗлчӗ. Яков Олейник сержант отделенийӗ пӗр пысӑк хӳшше — икӗ лапсӑркка чӑрӑш айне вырнаҫнӑ. — Тен, унӑн тӑванӗсем пӗлеҫҫӗ-тӗр. Унашкал чухне эпӗ выҫӑ та хӑравҫӑ вӑтамлӑхпа хутӑшса пӗрлешетӗп, хамшӑн хам та киревсӗр, кичем, ытла тӑнлӑ та шутлавлӑ пулса каятӑн. Санпа тӗл пулнӑ хыҫҫӑн хастарлӑх ӳссе каять тата пӗр вӗҫӗмсӗр ӗҫлес киле пуҫлать, — тесе хушса хучӗ. Питех те тӗрӗс кӑтартса панӑ пирки, Снеффельс тӑррине улӑхса ҫитсен, мӗнле ҫула суйласа илесси ҫинчен нимӗн иккӗленсе тӑмалли те юлмасть. Ҫапла ӗнтӗ, виҫӗ эрнерен пирӗн пурте майлашӑнса-йӗркеленсе ҫитрӗ, ӗҫ кал-кал пырать. (Лиза ҫумӗнче кантӑрапа ҫакса янӑ кунтӑк пулнӑ). Каҫчен ҫулҫӳревҫӗсем утрав ҫинчех юлчӗҫ. Тулашӗнчен пӑхсан, вӑл питӗ кӑмӑла каять. — Ходоров тӗлӗшпе тӗрӗс те ӗнтӗ, вӑл татӑлса кайнӑ ҫын, анчах пирӗн дисциплина чаплах мар. Ҫавӑнпа юри ҫын турттарма тунӑ карапсем Америка колонийӗсене ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе пӗр тикӗссӗн негр-чурасене илсе килсе тӑнӑ, халӑхсем хушшинчи ҫын суту-илӗвӗ Африка ҫыранӗсенче пысӑк агентствӑсем пуҫласа янӑ. Ӗшенни те, халран кайни те, иккӗленсе тӑрасси те таҫта кайса кӗчӗ, Кралич асне илмесӗрех аллине тӑсрӗ те пуртӑ ярса илчӗ, вара хӑй пытаннӑ ҫӗртен сиксе тӑрса пӗшкӗнчӗ, тырӑ тултарнӑ михӗсен хушшипе чупса тухрӗ, хӑй вилӗ ҫын тӗслӗ шурса кайнӑ, тӳрӗленерех тӑчӗ те Эмексиз патне ҫитсе ӗнсинчен лаштах пуртӑ лартрӗ. «Мӗнле-ши ӗнтӗ халь пирӗн Ольховкӑра? — ҫӳҫенсе шухӑшларӗ вӑл хӑйӗн тӑван ялӗпе килӗ ҫинчен. Якӑр яма та май ҫук ҫак пӗчӗкҫӗ утрав патӗнче чарӑнать-ши вал? тесе шутлама пуҫларӑм. Паллах — вилӗм, — Гусев шухӑша кайнӑн калаҫать. — Ун пирки эпӗ, Мстислав Сергеевич, нумай шухӑшланӑ. — Пурте кунта-и? — терӗ Дубровский. Вӑл чӗр куҫҫи ҫинчен ҫӗкленчӗ, анчах сасартӑк хытах сулланчӗ те минтер еннелле лаплатрӗ. Вӑл ӗнтӗ урӑх нихӑҫан та унӑн чӗрине хумхантарман. Амӑшӗ сӑмсипе сывлӑш туртса илчӗ те, сӑхсӑхса, вырӑн ҫине выртрӗ, Петр, хывӑннӑ май, ӑна юриех кӳрентерчӗ: — Мӗн тума пултаратӑн эсӗ? — Ҫук, эпӗ сире ку ӗҫсемпе паллаштарма права тытаймастӑп, — терӗ доктор, шухӑшласа тӑрса. Унӑн мӑкӑртатӑвӗ уҫӑмсӑр, кӑштах ҫеҫ илтӗнет. Вӑл йывӑррӑн сывласа илчӗ. Хӑрушӑ самант ҫитрӗ. Пӗр чашӑк чей ӗҫсен, Наташа сасӑпах анасласа илчӗ, ҫивӗтне ҫурӑмӗ ҫинелле ывӑтрӗ те сар хуплашкаллӑ, ӳкерчӗклӗ кӗнекене вулама тытӑнчӗ. — Асапланни ҫеҫ! Окоп тӑприсен умӗнче тӗтӗм мӑкӑрланса тӑчӗ, шартлатса кӗрленӗ сасӑ ту хушшисем тӑрӑх ян кайрӗ. Анчах унӑн Бразили рудникӗсенче пай укҫисем пур, теҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне тата вӑл Парижра, Венӑра тата Лондонра фельетонсем ҫырса питех те чапа тухнӑ. — Строительство начальникӗ, ӑна идея енчен ертсе пыраканӗ тата организаторӗ ӗлӗкхи пекех Антон Никифорович Токарев пулать, — тесе пӗтерчӗ Жухрай хӑйӗн сӑмахне. Ҫуркаланнӑ, ҫӗтӗк-ҫатӑк тумлӑ, урисем юнланса пӗтнӗ мӗскӗн хӗрарӑм, тӗмескесенчен тыткаласа, аран-аран типӗ вара шуса анчӗ. Тӑкакӗ мӗн чухлӗ пулӗ! Уэлдон миссис ачине лӑпкаса ҫывӑрттарать, ун умӗнче халь пӗр Джек ҫеҫ. Анчах Джемма ӑна шыва мар… тӗртсе янӑ пулсан… Вӑл пукан ҫине ларчӗ те питне аллисемпе хупларӗ. — Манӑн санран ыйтассӑм килет, — терӗ вӑл хуллен, — мӗн вулатӑн ҫак эсӗ пӗрмай? Вӑл Фридриксон господин ҫинчен куҫӗсене пӗртте илмесӗр пӑхса тӑчӗ. Запорожецсем тӑчӗҫ. Ҫак самантра тимӗрҫӗ те хӑйса пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. — Эсир Тихон-и? Кашни ярса пусмассерен ӑна тискертен тискер сӑн-сӑпат курӑна-курӑна каять. — Ют… ют… Пӗр курма пултараслӑх кӑна та мӗн чухлӗ савнӑҫ парать пире! Ҫаплах каларӑм. Пилӗк пин марсиан пӗр карланкӑпа кӑшкӑрать: «Ай-яй!» — тем те пӗр ҫырса тултарнӑ капмар сунчӑкӗсене уҫса хучӗҫ те вилме кайрӗҫ, чарнӑ, авалхи юрра кичем ӳлевпе юрлаҫҫӗ: Кӗленче тӑрӑсен айӗнче,Тимӗр арккӑсен айӗнче,Чул чӳлмекре Хавра пӑсланать. Ун умӗнчи сӗтел ҫинче пистолетсем пулнӑ, пуҫӗ тӗлӗнче хӗҫ ҫакӑнса тӑнӑ. — Куратӑн-и, чӳрече витӗр ыталама алӑ та ҫитеймест, — терӗ Лукашка. — Ан шавлӑр! Мӗнле-ха ку пит вӑраха кайрӗ! — Мошенниксем, ахальтен мар ҫапла тараҫҫӗ, — терӗ майор. Эпӗ хӑраса ӳкнипе чун хавалӗпе кӑшкӑрса ятӑм. Улӑп ҫын чарӑнса тӑчӗ, пӗшкӗнсе хӑйӗн ури айне ҫӗр ҫине нумайччен тинкерсе пӑхрӗ те юлашкинчен мана асӑрхарӗ. Хӑранӑ выльӑхсен кӗтӗвӗ таҫтан Кордильерсен сӗмлӗхӗнчен чупса ҫывхарнӑ. Агел! Ун пек чухне Андрей ҫӗлӗкне илет те нимӗн шарламасӑр пӳртрен тухса каять. Амфитеатр варрине Гор тухса тӑчӗ, — Гусев тӗкӗрте паҫӑр курнӑ сарлака хул-ҫурӑмлӑ, ҫамрӑк марсиан. Ҫил ҫав тусан юпине Снеффельсӑн эпир тӑракан еннеллех хӑваласа пырать. «Хуняма карчӑк?» Эпӗ пачах урӑхла каланине илтнӗччӗ. Кунта икӗ лайӑх енӗ пур: пӗр-пӗрне йӑлӑхтармаҫҫӗ тата вӑрҫма-хирӗҫме вӑхӑт ҫук!» — тенӗччӗ. — Вӑл йыттӑн ятне калӑр эсир, — сэр! Огняновпа Соколов хӑйсен патронӗсене шутласа тухрӗҫ. — Ҫук, эпӗ хаҫатсенче ун пек пӗлтерӳ пичетлесе кӑларма пултараймастӑп», терӗ вӑл нумай вӑхӑт хушши шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн. Суранӗ ыратнипе тӑнсӑр выртнӑ чух, вӑл темиҫе хутчен те ачисене хӑй патне чӗннӗ, анчах та старик вӑл ыйтнине хирӗҫ ним сӑмах та хушса каламан, каласшӑн та пулман; ҫакна хӗрарӑм, чирлӗ ҫынсем нумайӑшӗ сӑнама пултарнӑ пек, лайӑх сӑнанӑ. Ун ҫинчен манӑҫасси хӑйнех йӗрлесе пынӑ тейӗн, эпир пулман пулсан, — вӑл: «эпир», терӗ, ҫӗр ҫинче пӗр ҫын та пулин Николай Антоныч кам иккенне пӗлнӗ пулӗччӗ-ши, пӗлнӗ пулӗччӗҫ-ши вӑл тӑван ҫӗршывпа наукӑшӑн мӗн тунине. Анчах капла тунинчен нимӗн те тухмарӗ: вӑл ку япала мӗн иккенне ӑнланса илеймерӗ. Тепӗр иккӗшӗ чышкисемпе стенана шаккарӗҫ, пукансем айне пӑхрӗҫ, пӗри кӑмака ҫине кӗмсӗртетсе хӑпарса кайрӗ. Енчен эпир ӑна вӑй ҫитерсе ҫыхса пӑрахман пулсан, вӑл пире иксӗмӗре те вӗлеретчӗ. Пӗр хушӑ никам та нимӗн те чӗнмерӗ. Ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем хӑйсен формисене, палӑрмаллах мар пулсан та, тӑтӑшах улӑштарса тӑраҫҫӗ. — Ҫук, ӗҫ акӑ епле пулчӗ, — терӗ Марконе, ӑна пӳлсе. Сывӑ пултӑр ирӗклӗ ҫынсен уявӗ! Юлашкинчен ҫурӑк чан ҫапса илчӗ те, такам сасси: «Тапран!» — тесе команда пачӗ. — Ҫакӑн пек суд тӑваҫҫӗ-и вара? — асӑрханса, шӑппӑн калама пуҫларӗ вӑл, Сизов ҫинелле пӑхса. Тепӗр тесен, Корчжинский сӑмахӗ вӑл — юлашки сӑмах-им? — Сывӑ-и, Павел? Хӑйӗн кӑмӑлӗ пур чухне вӑл пӗр самантрах, пӗр сӑмахпах, пӗр хусканупах хӑйне ҫирӗп ӗненмешкӗн хистеме пултаратчӗ. — Тӳррипех калатӑп, ку ахальтен мар, — терӗ полковник, кулса. Ҫав шухӑшсем хушшинче вӑл тетеле лекнӗ пулӑ пекех тапаланать… Темле шуйттан пенӗ. Климка васкаса чупса килнӗ пулмалла. Вӑл, сывлӑшне ҫавӑраймасӑр, хӗрелсе кайнӑ. Эсир, тен, хӑвӑр кашни каҫ ӑҫта пулнине никам та пӗлмест тесе шутлатӑр пулӗ? Чӑнах та, унӑн телеграммине илнӗ пулсан, Воропаев тавҫӑрса илнех пулӗччӗ, вӑл кӑна та мар — Софья Ивановнӑна савӑнтарма мӗн те пулин тунах пулӗччӗ. Ҫынсене ӗҫе ҫӗклеме май килнӗ ҫав асран кайми каҫран пуҫласа, Воропаев фронтран таврӑннӑ хыҫҫӑн пирвайхи хут хӑйӗн кӑмӑлӗ ҫапла ҫӗкленсе кайнипе тума тытӑннӑ ӗҫ ӑнасса шаннине туйса илчӗ; ҫавсем ҫынна телейлӗ тӑваҫҫӗ, пур ӗҫе те ӑнӑҫлӑ туса пыма пулӑшаҫҫӗ. Тӳррӗн пурӑнас пулсассӑн, — пит те лайӑх, канлӗ вӗт, э? Вӑл ӑҫталла илсе каять? Эпӗр ҫумри хӗҫсене ярса тытрӑмӑр, дамӑсем ӑнсӑр пулса ӳкрӗҫ; пире уйӑрчӗҫ; ҫак каҫах эпӗр ҫапӑҫма кайрӑмӑр. Трон патне ҫитиччен тӑватӑ ярд юлсан, эпӗ чарӑнтӑм та асӑрханса тата хуллен чӗркуҫленсе тӑтӑм, урайне ҫичӗ хут пуҫҫапрӑм, унтан ӗнерех вӗреннӗ сӑмахсемпе короле ҫапла саламларӑм: Икплинг глоффзсроб сквутсеромм блиоп мляшнальт звин тнодбокеф слиофед гердлей ашт! Вӑл пит-куҫне те ҫуман, пуҫне те тураман, ҫийӗнче хӑйӗн ӗлӗкхи ҫетӗк-ҫатӑк тумтирӗ пулнӑ, — хӑй ирӗкре ҫӳресе телейлӗ пурӑннӑ чухне вӑл ҫав тумтирпе картина ҫине ӳкерме те питӗ тивӗҫлӗ пек туйӑннӑ. — Ҫураласса вӑл Рязаньте ҫуралнӑ… Вырӑн ҫине кӗрсе выртсан, одеялпа пӗркенсе, вӑл: кӗҫӗрхи каҫ ҫеҫ унӑн пуҫне ан ҫитӗрччӗ, тенӗ шухӑшпа кӑтӑша кая пуҫларӗ. Анчах ҫав теорие хирӗҫ пыракан пӗр ученӑй Эли де-Бомон сиксе тухнӑ. Хӑйӗн позицине палӑртас мар тесе, вӗсем нихӑш те тапранман, ним те чӗнмен. Прокурор ҫине тӑрсах ӗҫе тытӑнма ыйтать. — Ан чӗн! Пӑван ҫӗкленчӗ те йытта пӳлӗме кӗртрӗ. — Ак ҫакна парас мар-и! Акӑ эпӗ ҫӗрӗпе садра выртрӑм, куҫ ҫамка ҫине сиксе тухасла пӑхса выртрӑм, — кӑнтӑрла манран мӗнле работник пултӑр-ха ара? Магелланччен малтан Аслӑ океанӑн чӑн виҫине вӗсем чухлама та пултарайман. — Ырӑ ҫыннӑм, — терӗ вӑл палламан ҫынна, — эсир каланинчен эпир Лимӑран чылай инҫетре пуль тесе шутлатӑп эпӗ. «Кам та пулин ҫук-ши унта?» Тепӗр тесен, эпӗ утма пултарайманни лайӑх та пулӗ. Эпӗ сирӗншӗн, тен, хӑрушӑ юлташ пулнӑ пулӑттӑм. Ҫӗтӗк-ҫурӑк ҫын ун ҫине урӑх ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Уполномоченнӑйсене ӳпкелесе калаҫни халӗ час-часах илтӗнчӗ. Вӑл хыҫалалла ҫаврӑнчӗ те куҫӗсемпе Шурочкӑпа тӗл пулчӗ. Кайрӑмӑр. (Шӑп нимӗҫсем пырса ҫитес умӗн Яша, тем тума-ҫке, хӑйне валли сӑмала ирӗлтернӗ-мӗн). Ывӑлӑм тата, Михайло, Сашшӑна хӑваласа кӑларса ячӗ, ӑна тӑрантарса пӑхса усрас пулать. Анчах эпӗ ҫак шухӑша каласа памарӑм. Ҫӗрлехи шӑплӑхра ватӑ хресченӗн сасси шӑппӑн, хӑрушшӑн, анчах лӑпкӑн илтӗнет. Юлашкинчен, татӑк-кӗсӗк йӗрсене пӳрнипе кӑтартса пырса, вӑл питӗ ӗненмелле сасӑпа ҫапла вуласа пачӗ: «1862 ҫулхи июнӗн 7-мӗш кунӗнче «Британи» ятлӑ виҫӗ мачтӑллӑ судно, Глазгоран тухнӑскер…» — кунта «ик-виҫӗ кун иртсен» тесе лартӑпӑр, е «нумай асапсем хыҫҫӑн» тесен те пурпӗрех, вӑл пит кирлех те мар, «Австрали ҫыранӗсем патӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайрӗ. Голышевӑн суранӗ чылай йывӑр пулнӑ пулин те, хӑрушах мар, ҫавӑнпа та Горева Короленко дивизине тавӑрӑнасси пирки темиҫе хутчен те шухӑшласа пӑхрӗ. Ку ҫырусене темле ҫӗнӗ, урӑх Оля ҫырнӑ пек туйӑнчӗ. Вӑл тӗлӗнмелле ӗҫ ҫинчен мӗн шухӑшламаллине те пӗлмерӗ ӗнтӗ. Тахҫан иртсе кайнӑ ҫамрӑклӑхӗ тепӗр хут пуҫланчӗ тейӗн: вӑл иккӗ сиксех ҫыран ҫине вӑркӑнса тухрӗ, вара, тӑм тӗмеске ҫине ларсан ҫеҫ, ылханлӑ шыв ҫинелле вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн шиклӗн пӑха-пӑха илсе, уринчи икӗ пӗчӗк хӗрлӗ пӑнчӑ сӑнама пуҫларӗ. Пӑшалӑм ҫукчӗ манӑн, кӗтесре тӑракан милиционера ик-виҫ сӑмах хушсан та юратчӗ пулӗ тен. Хупӑрласа илнӗ вунтӑхӑр ҫын умне ыйту тухса тӑнӑ: мӗнле сыхланмалла? Явӑнаҫҫӗ. Санин, ун йывӑр кӗлеткине, ун пуҫне, мӑйне, ун улма пек ҫаврака, ҫӳле ҫӗкленӗ янаххине тепӗр хут пӑхса илсен, гостиницӑран тухса, Розелли кондитерскийӗ патнелле ҫӑмӑллӑн утса кайрӗ. Вӑл ватӑлса кайнӑ, сӑмси те унӑн темле кӑвакалӑнни пекех. Давыдов сулӑнсах кайрӗ, ҫапах ураран ӳкмерӗ. Акӑ халь ӗнтӗ эпӗ мӗн каланине итлесе пӑх: эпир тунӑ йӑнӑша тӳрлетес килет пулсан, хӑвна сӑпкара чухнех туса панӑ мӗнпур ырлӑхсене пурнӑҫ шӑпин куҫӗнченех пеме хатӗр пулса, ҫак телейсӗрсен шӑпине тутанса пӑхас кӑмӑлу пулсан… эпӗ, Максим Яценко, сана хисеплеме, пулӑшма, хута кӗме сӑмах паратӑп… — Wo ist der Kranke?.. Тепӗр чӳрече витӗр эпӗ пӗр сухаллӑ мӑн ҫын хӗрлӗ кофтӑллӑ хӗрарӑма чӗрҫи ҫине лартса, ачана сиктернӗ пек, сиктерсе ларнине куртӑм, хӑй ҫӑварне кара-кара ярса, куҫӗсене чарса пӑрахса, темскер юрлатчӗ пулмалла. Эхе эс, эхе, Левко! Хӗрсе кайсан, эпӗ пуҫтах ҫын, камӑн-камӑн, санӑн вара пӗлмеллех ҫакна, эпир санпа вӑрттӑн туссем вет-ха, ҫакна пӗтӗм хутор пӗлет. Пурне те хӗнеҫҫӗ, — йӑпатрӗ Артамонов. Юлашкинчен вара чи тарӑн шӑтӑкра палатка тупрӑмӑр, ҫав палаткӑна тӑвӑл ан ҫуртӑр тесе ҫиелтен плавник пӗренисемпе кит шӑмми хунӑ пулнӑ, ун айӗнчи пӑра пуртӑпа касрӑмӑр та, хамӑр кама шыранине тупрӑмӑр… — Чирлекелет ҫав, — ирӗксӗррӗн ответлерӗ Воропаев, ҫак хӗрарӑм унпа чӗререн мар, хӑйӗн Корытовне ыранах пурин ҫинчен те пӗлтерес кӑмӑлпа интересленнине туйса. Ку хут листи иккен: ҫухрӑм юпи ҫине ҫыпӑҫтарнӑ хут татӑкне ҫил чӗтрентерет. Хӗвеланӑҫ ҫулне пысӑк усӑ кӳрекен порта ҫуркунне нимӗҫсем пысӑк сиен кӳни ҫинчен ӑнсӑртран ҫеҫ илтнӗччӗ эпӗ. Вӗсем тухса кайсан, амӑшӗ алӑка питӗрчӗ те, пӳлӗм варрине чӗркуҫленсе ларса, тулта ҫумӑр шавланӑ май кӗлтума тытӑнчӗ. Артамоновсем никампа та паллашма тӑрӑшмарӗҫ, вӗсен хуҫалӑхне пӗр самӑр карчӑк тирпейлесе тӑрать, — вӑл ялан хура тум тӑхӑнса сӳрет, пуҫне те хура тутӑр ҫыхать, тутӑр вӗҫӗсем мӑйрака пек тӑсӑлса тӑраҫҫӗ, калаҫасса темле хупӑрах сасӑпа, сахал тата ӑнланмаллах мар калаҫать, ҫавӑнпа та вӑл вырӑс мар пек туйӑнать. Маччана тӗревлесе тӑракан пӗр колонна патӗнче ҫурта ҫунать. — О, мадам, pendant quelques mois. Ҫавӑ, калас тӑк, алкоголик-мастеровойӑн яланхи чирӗ пек марччӗ; вӑл ҫапла пуҫланса каятчӗ: ирхине вӑл записка ҫыратчӗ те унпа Павӑла таҫта яратчӗ, кӑнтӑрлахи апат умӗн вара Ларионыча калатчӗ: — Эпӗ паян — мунчана! — тетчӗ. Манӑн пуҫа касаҫҫӗ пулсан, эпӗ те касса ҫӳреме пуҫлатӑп. Эпӗ тем пысӑкӑш томӑн страницисене уҫнӑ чухне хӑйӑвӑн хӗрлӗ пуҫӗ сӳнсе ларма хӑтланса мӑльт-мӑльт туса илетчӗ, хӑйӑвӗ кашни минутрах шӑршӑ кӗрекен, шӑраннӑ шӗвек ӑшнелле ана-ана каятчӗ, тӗтӗмӗ куҫа ҫиетчӗ, анчах эпӗ иллюстрацисене пит савӑнса пӑхнипе тата вӗсем ҫинчен ӑнлантарса ҫырнисене киленсе вуланипе ҫав кӑлтӑксем пурте таҫта кайса ҫухалатчӗҫ. Ҫыран служби подполковникӗн мундирне тӑхӑннӑ Рыбальченко тухса тӑчӗ. Шӑн ҫӗр ҫине кӑнтӑрла типӗ вӗтӗ юр ҫунӑ, ҫавӑнпа та амӑшӗ халь аяккалла утса каякан ывӑлӗн урисем айӗнче юр нӑтӑртатнине илтрӗ. (ҫапла чӗннӗ Ипполит Сыдорыч арӑмне). Вӑл ман хуҫана пит усал канаш пачӗ: ҫывӑхри хулара мана тӗлӗнмелле япала пек халӑха кӑтартма хушрӗ. Пирӗн килтен вӑл хулана ҫур сехетре ҫитме пулатчӗ, урӑхла каласан, унта ҫитме ҫирӗм икӗ миля яхӑнччӗ. Вӑл кӑштах юнтарсан та кӳршисем ӑна юрама тӑрӑшнӑ, унӑн ятне асӑннипех кӗпӗрне чиновникӗсем чӗтресе тӑнӑ. — Каллех!.. — ҫивӗччӗн асӑрхаттарчӗ Веткин. «Эх турӑ!» — тесе шухӑшларӑм эпӗ хам ӑшра. Алӑк хыҫӗнче пӗвеленсе тӑнӑ шыва зала кӗрлесе юхса тухрӗ. Хӗр урипе тапрӗ те малалла каларӗ: — Ку йӑлтах айванла япала! Вӑл тӑрасшӑн — тӑраймасть, аллисене хускатасшӑн — хускатаймасть. — Мӗнле ӗҫ? Вӗсем урапа ҫине хӑпарса кайнӑ та ман пит патне хуллен ҫеҫ йӑпшӑнса пынӑ. Вӗсенчен пӗри, гварди офицерӗ, ман сулахай сӑмса шӑтӑкне сӑнни вӗҫне чылай тарӑна чиксе янӑ. Эпӗ улӑм пӗрчипе кӑтӑклантарнӑ чухнехи пек хытӑ ачху! тунӑ та ыйхӑран вӑранса кайнӑ. Эпӗ йӑлтах шухӑшласа тухрӑм. (Командирсем вӗсем яланах: «Танксене персе амантасси, е вут тивертесси — пачах ҫӑмӑл ӗҫ», тесе ӗнентернӗ.) Тӳсме ҫук шӑрӑхчӗ, москитсем аптӑрататчӗҫ, ҫывӑрма ҫукчӗ. Кил-ха кунта, ан хӑра! — тесе кӑшкӑрчӗ старик кӑмӑллӑн. Революцишӗн тӑрӑшанҫи пулать, хӑй пурне те вараласа пӑрахать. Унӑн тӑван кил-йыш та, тӑван ҫӗршыв та, тӗн те, инкексем те пулман. Урӑхла пулса тухрӗ, нимӗҫсем хӑйсем вӗсен полкне аркатса тӑкрӗҫ. Хӑйӗн чаҫӗ пӗтнӗ пулсан ӗнтӗ, пурте, пурте пӗтнӗ пек туйӑннӑ Андрее. — Пирӗн полк вӑл — тем пысӑкӑш ҫарӑн пӗчӗк пайӗ ҫеҫ, пӗр полк пӗтни вӑл вӑрҫӑ ӗҫне татса пама пултараймасть, — тесе шутламан вӑл, шутлама та пултарайман. Хӑйсен полкӗ пӗтнине вӑл хӑй куҫӗпе курса тӑнӑ, ӑна мӗнле аркатса тӑкнине тата ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче вилӗм мӗнле асса кайнине аса илсен, унӑн пӗтӗм ӑс-тӑнӗ пӑтрашса кайнӑ. Ҫав тери хӑрушла картина! Ҫавӑнпа та вӑл халь, ҫак каҫ, чун-чӗри чӑтма ҫук ыратнипе, урӑх ним ҫинчен те шухӑшламан, халь ӗнтӗ пӗтӗмпех пӗтрӗ, пӗтӗмпех пӗтрӗ, тенӗ ҫеҫ. Ҫак мужик макӑрса ярасшӑн пулнине, анчах макӑрма пултарайманнипе, макӑрма пӗлменнипе, хаярланнипе, куляннипе пӗтӗм кӗлеткипе чӗтренине курма-тӳсме ҫук йывӑр пулчӗ. Анчах ҫак тапхӑрта сасӑсем илтӗнсе кайнӑ, ку сасӑсем тепӗр енчен илтӗннӗ, — вӑл такама юнакан пӗр виҫ-тӑватӑ арҫын сасси пулнӑ. Таврари илемлӗ ҫӗршыв, ҫанталӑк Артура тӗлӗнтерчӗ, чи малтанхи хут тӗл пулнӑ шыв сикки ӑна ҫав тери хытӑ савӑнтарнӑ. Анчах вӗсем юрлӑ ту тӳписем патне ҫывхарса пынӑҫемӗн Артур темӗнле тарӑн шухӑша кайса савӑнчӗ, Монтанеллишӗн ҫавӑн пек савӑнса шухӑшлани ӑнланмалла мар пулнӑ. — Ку ҫаплах! Эсир хушнине ҫынсем мӗн тума пултараҫҫӗ, эпир пурне те тӑвӑпӑр. Эпӗ ӑна инҫетри вӗтлӗх ӑшӗнче тупрӑм. Аргентинӑра пӗр ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн, Мануэль сержант Аргентинӑн подданствине йышӑннӑ, ҫар ӗҫне тытӑнсан вара пӗр индеянкӑна качча илнӗ. Арӑмӗ часах икӗ йӗкреш ывӑл ача ҫуратса панӑ, паллах ӗнтӗ, сержанта тивӗҫлӗ хӗрарӑм тем парсан та хӗрача ҫуратмӗччӗ. Вӑл та кӑшкӑрчӗ. Тахҫанхи ҫырусем Эпӗ такам пӳлӗм алӑкне уҫса «ҫывӑрать» тенӗ сасӑпа вӑранса кайрӑм. — Хуҫа килчӗ, — тесе хӑйпе хӑй мӑкӑртатса илчӗ Фелим, пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ те йытӑ хыҫҫӑн алӑк патнелле ыткӑнчӗ. Кунта дискусси клубӗ мар. Документра мӗн каланисене эпир тӗрӗс мар ӑнланнӑ-ши? Андрее, темшӗн ҫак шӑв-шавра хӑйсен батальонӗ аташса кайнӑ пек туйӑнчӗ. Пит-куҫне пилоткӑпа шӑлса илсе, вӑл ҫапла кӑшкӑрчӗ: — Эпир мӗнле… кирлӗ ҫӗреллех каятпӑр-и? Ывӑлӗсем те лашисем ҫине утланса ларнине курсан, амӑшӗ кӗҫӗнни патне, сӑн-питрен ачашраххӑн туйӑнакан ывӑлӗ патне чупса пычӗ, вӑл ун йӗнер пускӑчӗнчен ярса илчӗ, ун йӗнӗре патне лапчӑнчӗ, ун ҫине аптӑраса ӳкнӗ пит-куҫпа пӑхса ӑна чылайччен вӗҫертмесӗр тӑчӗ. Пӗтӗм ҫутҫанталӑкӗ совет влаҫӗшӗн тӑрать пулсан, капла хӑҫан ку власть пӗтессе кӗтсе илӗн? — Кайма вӑхӑт, Мартини. Сыхланарах пулас тесе, хула хапхи патне тавра ҫулпа кайӑпӑр. Лайӑх ҫанталӑк тепӗр сакӑр кун тытӑнса тӑрас пулсан, эпир вӗт вӑрман каснӑ вырӑна ҫитетпӗрех. Таканлӑ лашапа пынӑ ҫын чӑтлӑха ҫуран кӗнӗ. Ротӑра вӑл пуринчен малтан окопа кӗрсе ларчӗ. Сад пеккинче, мулкачсене хӑратма, пӗчӗкҫеҫҫӗ ҫил арманӗ ҫатӑртатса ҫаврӑнса ларать. Васкасси пӑрҫа тытнӑ чух тата ҫӗрле ют арӑм патӗнчен тарнӑ чухне, унӑн сана хӑвалакан упӑшки ура кӗлинех таптаса пынӑ чухне кирлӗ… Хӑй кӗске те тӗреклӗ урисене чаркаласа тӑрать, ҫеҫенхирти хурама пекех лутра та патмар. Атлантсен цивилизацийӗн виҫҫӗмӗш, чи пысӑк, хумӗ ҫакнашкал пуҫланать. Крэнкбиль ӗҫке ерсе кайнӑ. Столицӑпа тата унӑн хӗрринчи вырӑнӗсемпе паллаштарать. Хӑрамалли унта нимскер те ҫук. Вӗсен хушшинчен асли кунти вырӑнсенче пӗр ҫирӗм ҫул ытлашшипех пурӑнакан акӑлчан пулчӗ. Ҫавӑнпа Огнянов хӗвелтухӑҫнелле васкарӗ. Инсаров ун хыҫҫӑн хаяррӑн пӑхса юлчӗ. Кӗҫех атте, халтан кайса, ҫӗре лап персе анчӗ, аран сывлать; унтан каллех урайӗнче пӑлтӑр-палтӑр йӑваланма тытӑнчӗ, япаласене тыта-тыта ывӑтать, чӑмӑрӗсене ҫӗклесе силлет, хӑйне шуйттансем тытнӑ тесе кӑшкӑрать. Ҫӗнӗ Конституцин проекчӗпе ӑна скептиксем енчен критиклени ҫинчен те ҫавнах калас пулать. Алӑ пуснӑ…» Вӗсем мана карлик тесе шутлама та пултараймарӗҫ, мӗншӗн тесен эпӗ ытла та пӗчӗккӗччӗ. Король майрин кирек хӑш карликӗ те, пӗтӗм патшалӑхри чи пӗчӗк ҫын та вӑтӑр фут ҫӳллӗшчӗ. Эпӗ ӑна сӑмахпа каласа пама та хӑяймастӑп. Кӑвак сӑхманлӑ пӗчӗкки, кантурти дежурнӑй, ломбер сӗтелӗ ҫине сӑмавар, чейник, ванчӑк чашкӑллӑ стакан, пӗр чӳлмек хӑйма тата вутчулӗ пек хытса кайнӑ пӗр ҫыхӑ сушка илсе пычӗ. Тург замокӗн икӗ енӗ; культурӑлли — библиотека, тискер енӗ — башня. Илеме туйса тунӑ чаплӑ ҫурт. Ку хула пулчӗ иккен. Вӑл ӗнтӗ ҫут тӗнчере пурте хӑй тӗллӗнех пулса иртет, хавхалану ҫӳлтен килмест, пурне те пӗр хытӑ йӗрке виҫине кӗртсе шайлаштармалла тенине ӗненме пуҫларӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, вӑл ҫулпа чылая ҫитрӗ; ку ҫула ҫитсен ҫын пачах хавхаланма пӑрахать, пурнӑҫ кӗвви чуна кайса тивмест, чӗре патӗнче янрамасть, илемлӗхе курни мӗнпур вӑя вут пек чӗртсе ямасть, ҫав вӑхӑтрах шӑранса пӗтекен туйӑмсемшӗн ылтӑн янранӑ сас кӑмӑллӑрах пулса пырать, ҫын, унӑн илӗртекен кӗввине итлесе, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хӑйне тӗлӗртсе яма ирӗк парать. «Нептун» — чапла пӑрахут. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара тыткӑна лекнӗ нимӗҫ салтакӗсене авӑрламан винтовкӑсем тыттарнӑ та, ҫул ҫинче, кама та пулин тӗл пулсан, пӗрре те калаҫма хушман; пӗр ӗҫ тума ҫеҫ ирӗк панӑ — нимӗҫсене тӗл пулнӑ чух колоннӑри ҫынсене васкатма ҫеҫ пултарнӑ вӗсем. Мӗнле пурӑнас-ха халь манӑн? Вӗсем ыйтнине Грант капитан хапӑл тусах каласа пачӗ. — Паллах вӑл, сэр, — терӗ ӑна ҫамрӑк капитан. Хам ҫак ялта курни-тӳснисем ман ума ҫав тери анлӑн, шыв тӑрӑхӗ ҫине сӑрсемпе ӳкерсе панӑ пекех тухса тӑчӗҫ. Талькав шиксӗр мар ӗнтӗ, яланах ҫӗре сӑнаса пӑхать. — Пурте пӗтни ҫинчен илтсен мӗн тӑвӗ вӑл! Унтан эпӗ утрав пуҫлӑхне Декартпа Гассендине чӗнсе килме ыйтрӑм, вӗсене хӑйсен системисем ҫинчен Аристотеле ӑнлантарса пама хушрӑм. Хӗсӗрлесрен шикленсе, сахал вӗреннӗ манахсем часах ӑнланса ан илччӗр тесе, хӑйӗн сочиненине аслӑ астроном, юриех йывӑр чӗлхепе ҫырнӑ пулнӑ. Дöнгоф ун ҫине пӑхса илчӗ, анчах Санин ҫаврӑнса ларса, сиввӗн пӑхса илнине асӑрхарӗ те, — пӗр сӑмах та хушмасӑр тухса кайрӗ. Юпасене улӑштарса лартма-и? — Хысна апачӗ — паллӑ ӗнтӗ, — терӗ Петро Семиглаз. — Мӗнле-ши вара? — тесе ыйтрӑм эпӗ Максим Максимычран: — вӑл чӑнах та ҫавӑрнӑ-ши ӑна хӑй енне, е лешӗ тӑван килне каясшӑн пулнипе тыткӑнра ҫунса пӗтсех кайнӑ-ши? — Округран килнӗ ҫын… Ну, окрисполкомран темелле-и ӑна, ҫавӑ ирӗк пачӗ пире. — Ну-с, Тетушка — тенӗ хуҫи, — эпир сирӗнпе малтан юрлатпӑр, унтан ташлатпӑр. Юрать-и? Зинаида ун енне ҫаврӑнса та пӑхмарӗ. Ывӑлӗн туйӑмӗнчен те тасарах туйӑмпа унӑн кӑкарӗ ҫумне лӑпчӑнтӑм та ӑна сапаланса тӑракан кӑвакарнӑ ҫӳҫӗнчен чуптуса илтӗм. Халӗ вӑл сапёрнӑй батальонта ӗҫлет, ӑна лейтенант званине панӑ, ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче ӑна хулпуҫҫирен амантнӑ, анчах та суранӗ тӳрленнӗ ӗнтӗ, хӑйне орденпа наградӑланӑ, тенӗ. Ӑҫта пӑх унта — юр, юр, юр. Умра — пӗлӗтсем, эпӗ ҫак пӗр вӗҫӗмсӗр тӑсӑлакан, кичемлентерсе тӑракан шура сӑнран хӑтӑлас шутпа, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпаратӑп, пӗлӗтсем хушшине кӗрсе каятӑп… Унта темиҫе карап якӑр ҫинче лараҫҫӗ, анчах вӗсен хушшинче «Дункан» курӑнмарӗ. Анчах эпӗ пурӗпӗрех калатӑп! — тесе кӑшкӑрчӗ. Вара ӑна, темиҫен ярса илчӗҫ те, трибуна ҫинчен туртса антарма пикенчӗҫ. Акӑ вӑл, капӑр та ҫамрӑк каччӑ, йӑлт туй тумӗ тӑхӑннӑскер, чиркӳре аналой умӗнче тӑрать, ун ҫумӗнче — венчете кӗрекен хӗрӗн вӑрӑм кӗпипе, шурӑ пӗлӗт килсе хупланӑ пек, чӗнтӗр пӗркенчӗк айӗнче Лятьевский урисене шуххӑн выляткалать, Яков Лукич ҫине ясар куҫӗпе иркеленсе пӑхать, намӑса пӗлмесӗр, йӗрӗнтерсех, вӗҫӗмсӗр куҫ хӗсет. Ку вӑл Калиныч пӳлчӗ. — А мӗн, Паганель, Толине географине сиртен те авантарах пӗлет пулсан? — терӗ Мак-Набс. Лукашка лаши ҫине утланчӗ те, Марьянка патне кӗмесӗрех, лашине ташлаттарса урама чуптарса тухрӗ. Унта ӑна Назарка кӗтсе тӑнӑ ӗнтӗ. Унтан — тискер ҫухӑру. — Ҫук! Пирӗн улпут ҫамрӑк та хусах. Мӗншӗн тесен, ырӑ йӑхран тухнӑ господасем нихҫан та ҫамрӑкла авланма пултараймаҫҫӗ, — вӗрентенҫи пулса хуравларӗ Ванюш. Каласа пӗтертӗм те Иван Павлыча чуптума пытӑм. — Сан ҫине пӑхсан, эпӗ пӗрмай Павел ҫинчен шухӑшлатӑп, — лайӑх ҫулпа кайрӑн эсӗ! — Анчах… анчах… эсӗ кунта мӗнле килсе лекнӗ-ха? Ку укҫасем Булгаков парса хӑварнисенчен пулнӑ. «Пурне те, тӑванӑм, Марья Николаевна валли илтӗм!» — Пурӑнас пулать вӗт-ха? — ассӑн сывласа илсе ыйтать Мигун. Пурте йӗркеллех пулчӗ, йытӑсем те, ҫынсем те тивмерӗҫ пире. Эпӗ тарма пуҫларӑм… анчах пултараймарӑм. Вӑл унта нихҫан та пулман, анчах пӗрре вӑл ҫав тинӗс урине Гудзонӑн суту-илӳ компанийӗ пичетлесе кӑларнӑ карттӑ ҫинче курнӑччӗ. Лешӗ ҫамки ҫинчи тарне шӑлса типӗтрӗ, Павкӑн пултарулӑхне хак панӑ пек, ун ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса тухрӗ, унтан пушаннӑ кӗпи ҫаннине чавсинчен ҫӳлерех тавӑрса ҫирӗплетрӗ те тӗлӗнмелле ырӑ та кӑмӑллӑ сасӑпа каларӗ: — Санӑн ӗҫӳ, ачам, пӗчӗккӗ: ак ҫак куба вӗрететӗн, ирхине пулать ӗнтӗ вӑл, тата унта санӑн кирек хӑҫан та вӗретнӗ шыв пулмалла, вутӑ ҫуратӑн тата ҫак самоварсем те санӑн ӗҫӳсемех. Юнӗ ҫывӑрса хытса ларнӑ та, ирхи вӑйсӑр ҫутӑпа хуран курӑнатчӗ. Генерал хӑй вара самӑр та чӑсланкӑ ҫын, анчах ӑна полкри офицерсем лайӑх начальник тетчӗҫ. Ҫапла пултӑрах… тепӗр майлӑ шухӑшлама кирлӗ мар! — Эй, хаклӑ ҫын, хӑмӑт пӑявӗсене тат! — Ҫук, — терӗ профессор, — астӑватӑп, манӑн ун пек кинжал нихӑҫан та пулман. — Сирӗн хӑвӑрӑн ҫӗр пур-и? — ыйтрӗ Павел. Полк хӑвӑртах похода кайма тапранчӗ. Тӑлӑп айӗнче ӑшӑ; пит-ҫӑмартисем сивӗпе пушшех хӗрелеҫҫӗ, шӳт тума, выляма вара шуйттанӗ хӑй хӗтӗртет. Андрюха, пурӑна-атпӑр! Инсаров пӗр минута яхӑн хупӑ алӑк умӗнче итлесе тӑчӗ. Пӳлӗмре шӑпах, ҫурма теттӗм; кӑтӑкланипе тата ыйхӑран вӑраннипе эпӗ хавхаланса кайрӑм; анне манпа юнашарах ларать; вӑл мана тӗккелет; эпӗ унӑн лайӑх шӑршине туятӑп, сассине илтетӗп. Вилтӑприсене пурне те юр хӳсе кайнӑ пулин те, ҫапах та ҫак вилтӑпри манӑҫа юлни куҫ умӗнче. — Кӗлӗ тавраш эпӗ пӗлместӗп. Унтан куратпӑр — пурне те ҫӗмӗрсе тӑкма ӗлкӗрес ҫук, хӑюллӑрах экипажсем моторсене хута яма пуҫларӗҫ. Хӗвел пайӑркисем хупласа тӑнипе ӑна сӑнама питӗ йывӑр. Залри студентсем тӗлӗнчен епле иртнине, вӗсен ыйтӑвӗсене хирӗҫ мӗн ответленине, ҫенӗке мӗнле тухнине тата киле епле ҫитнине астумастӑп. Ун ҫамки ҫине сивӗ тар тапса тухрӗ. «Этем — тӗнче патши. Мӗн кӑшкӑратӑн? Вулкан тӑпри епле пулса кайни пӗтӗмӗшпех Дэви теорине ҫирӗплетет. Ҫав ҫӗрлехине эпӗ хам мӗн илтнине каласа кӑтартсан, вӑл иккӗленнисем сирӗлсе кайрӗҫ. Кӑнтӑрлапа вӑл хӑйӗн кӑкӑрӗ тавра лӑпкӑн кӑна кӗнекесем хурса тултарчӗ; ку ӗҫе вӑл ҫав тери ӑста та тӗплӗ турӗ, ҫавӑн пирки Егор тулли кӑмӑлпа, чӗлхине чаплаттарса илсе:— З'ер гут! тет лайӑх нимӗҫ, пӗр витре сӑра ӗҫсе ярсан, — терӗ. Вӑл салхуллӑн кулкаласа:— Манӑн Григорий тата? — терӗ. — Унтан, алӑк енне кӑтартса кӑшкӑрчӗ: — Килне кайма пултаратӑн, аҫуна кала — вӑл сана куншӑн пӗрре хӗрттӗр. Почта чупакан тройка та ҫавӑнтах. Бобетинский, чавсисене ҫунат евӗр сарса тытнӑ та, чул монумент мӑнаҫлӑхӗпе лӑпкӑн ташлакан ҫӳллӗ Тальман тавра урисене хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн вӗтӗртеттерсе пусать. — Асту, кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр! Вӑл ҫӗрсене эпир пӗрле шырӑпӑр. Гарри Грантпа Гленарван, ҫак сӑмаха ҫирӗплетнӗ пек, пӗр-пӗрин аллисене хытӑ тытса чӑмӑртарӗҫ. — Тепре куриччен сывпулӑр, военком юлташ, — терӗ те вӑл, йӑл кулса ячӗ. Куинбус Флестринӑн пысӑк ӗҫӗсене шута илсе, его величество хӑй ырӑ кӑмӑллипе ун пурнӑҫне сыхласа хӑварса, ик куҫне чиксе шӑтарнипе кӑнӑҫма пултарать пулсан, — терӗ Рельдресель, — ҫапла туни суд тӗрӗслӗхне те хӑшпӗр таран кӑнӑҫтарать пулӗ, тесе шутлатӑп эпӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл пӗтӗм тӗнчене тӗлӗнтерсе савӑнтарса ярӗ. Вара пурте монархӑн йӑваш кӑмӑлне те, ун канашҫисем пулма тивӗҫлӗ пулнӑ ҫынсен ырӑ кӑмӑлне те хавасланса мухтӗҫ. Тунтикунран пуҫласа шӑматкунччен сӳсменре ҫуретпӗр, вырсарникун та унтан тухаймастпӑр, ку мӗнле йӗрке-ха? Ун турачӗсем ҫинче мӑйӑрсем пулнӑ, анчах вӗсем ҫӳлте — ҫӗртен пӗр ултӑ фут ҫӳллӗшӗнче ҫакӑнса тӑнӑ. Ну — эп кайрӑм… Эпӗ ун уттине пӗлсе ҫитрӗм, унӑн атти чӗриклетнине те паллакан пултӑм. Ывӑлӗ вара? Вильям? Уҫӑ алӑк тимер ҫекӗл ҫинче ҫилпе сулланса тӑрать, сукмаксем нӳрлӗ те ҫӳп-ҫаплӑ; ҫаралса юлнӑ ватӑ хурӑн, тӗмсем, курӑк, вӗлтрен, хурлӑхан, ҫулҫисене шупка енӗпе ҫӳлелле ҫавӑрса хунӑ упа паланӗ — ҫаксем пурте хӑйсен вырӑнӗсенче енчен енне сулкаланса, тымарӗсене татасшӑн пулнӑ пек туйӑнаҫҫӗ; ҫӑка аллейинчен сарӑхнӑ ҫаврака ҫулҫӑсем, пӗр-пӗринчен ирте-ирте кайса, вӗлтӗртетсе, вӗҫсе тухаҫҫӗ те, нӳрленсе, йӗпе ҫине, улӑхӑн тӗттӗм симӗс тӗслӗ йӗпе кайӑвӗ ҫине ӳкеҫҫӗ. Пулкалатчӗ-кураттӑм: акӑ вӑл; лайӑххи! Совет влаҫӗ хӑй ирӗкӗпе пирӗн ӗнсе ҫинчен анас ҫук, ах, анас ҫук! — Чӑнах ара, шӳт тумастӑп эпӗ, йӑлтах йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ, часрах Севастополе каясчӗ тесе ҫеҫ пурӑнтӑм. — Мӗн тӑвӑпӑр эппин, ҫапла пултӑр та: турӑ мӗнле ӑс панӑ пек тӑвах ӑнтӗ карчӑк, эп ӑнӑма та ҫухатрӑм, — терӗ Цанко, тӗтӗм ҫӗрте сывлӑшне хаш ҫавӑрса. Кама кирлӗ вара вӑл? Чипер ята упраса пурӑнас пулсан, кама шанмалла пулать унӑн? Кашни картинка айӗнче эпӗ нимӗҫле ҫырнӑ начар мар сӑвӑсем вуларӑм. Сӗтел ҫинче гильзӑран тунӑ лампа майӗпе ҫӑтӑртатса, чӑйлатса ҫунса ларчӗ. Каҫхи асӑрханма пӗлмен нумай лӗпӗшсем лампа ҫулӑмӗнче кӑвак ҫунаттисене ҫунтарса ярса, ун тавра йӑваланса выртрӗҫ. — «Мӗн тӑватӑн? Кузьмичов вара кӑмӑллӑн курӑнмасть: унӑн сӑн-пичӗ малтанхи пекех канӑҫсӑр та типӗ, ӗҫлӗ. Пӗр сехет ҫӗрле. Эпӗ виҫӗ сехет ӗҫленӗ ӗнтӗ. Ҫывӑхри тӑкӑрлӑка пӑрӑнса кӑшт утсан, вӑл ҫатан ҫумне таянса тӑракан Варя Харламовӑна курчӗ. Мана улталатӑн, ҫав хӗре качча илместӗн пулсан, вара ӳкӗнмелле пулать! Мӗнле тумалла-ха ӑна? — Тахҫанах? Мӗнле сӑлтавпа? — ыйтрӗ Гаррис. Эпӗ хам ҫинчен сӑмахланине чухласа илтӗм, — эпӗ лавкана пырса кӗрсен, вӗсем иккӗшӗ те именнӗ пек пулчӗҫ, анчах вӗсем мана хирӗҫ ухмахла каварлашнӑ тесе шутлама ҫав паллӑсӑр пуҫне те манӑн тата сӑлтавсем пурччӗ. Пӗлетӗр-и?.. — Чорбаджи, мӗншӗн сана тапӑнать ҫак йытӑ? — тесе ыйтрӗ онбаши пашкаса сывлакан Огняновран. Вӗсене кая хӑварас мар тесе вӑл хӑйӗн лашине уттарса пырасшӑн тӑрӑшать. Турӑ вӗлерчӗ пулсан, тӑраҫҫӗ ӑна шӑп-шӑпӑрттӑн ҫӑвара хупса. Ӑҫта вӑл? Епле хӑрушӑ тата! Вӑл пурне те хӑйне тивӗҫлине панӑ, кашни япалах чи хитре енне суйласа илнӗ, юлашкинчен вара хӑйӗн учителӗ вырӑнне пӗр чаплӑ Рафаэле ҫеҫ хӑварнӑ. Ку вӑл аслӑ поэт-художник тӗрлӗрен лайӑх япаласене вуласа тухса юлашкинчен яланлӑха вӗсенчен пӗр кӗнекене, Гомерӑн Илиадине кӑна хӑварнӑ пек, унта мӗн кирли пурте пур, пурне те чаплӑн кӑтартса панӑ тесе шутланӑ пек пулнӑ. Илья Артамонова пытарма хулари чи паллӑ ҫынсем пурте тенӗ пекех пычӗҫ. Сыхланса ӗҫленӗ май, меллӗрех пултӑр тесе, пӑшал та илмелле, перессе вара ытла кирлӗ пулсан кӑна пемелле. Халл капитан паллӑ панине Дик Сэнд «Пилигрима» катастрофа пулнӑ еннелле илсе кайнӑ чухнех карап ҫинче грота, кливера, фокпа марселе ҫӗкленӗччӗ ӗнтӗ. — Ӑҫта вӑл? — Ҫаврӑнсам! Шуйтта-а-ан! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрса ячӗ вӑл, унтан, тӗлӗрсе тӑракан лашана сенӗк аврипе тивертсе илчӗ. Хӑварӑр мана!.. Вара эпӗ ҫапла каларӑм: — Вӑл Шеффилда пырсан яланах пирӗн чиркӗве ҫӳрет тетӗп-ҫке. Митюха, ҫӗлӗкӗпе кӑна сулчӗ те, тӗпе кӳлнӗ тарланӑ лаши ҫинчен тилхепине туртса илчӗ. — Кӑҫал калча тӗлӗнмелле лайӑх тесе калама та юрать, — тесе калаҫма пуҫларӗ вӑл каллех: — килне чухне эпӗ ҫул тӑршшӗпех пӑхса савӑнса килтӗм. Воропаев ирсерен Серёжка патне кӗрсе тухнине курсан, манӑн чӗре ыратса каять, Варя. Анчах тархасласа ҫырнӑ ҫырусем вырӑнне, ҫӳлелле сиен тунишӗн тӳлеме ыйтса, халиччен пулнӑ правасене пама ыйтса, губернатора суйласа лартмашкӑн ирӗк пама ыйтса, тата нумай ыттисене те пама ыйтса ҫиленсе те тарӑхса ҫырнӑ ҫырусем кӑна хӑпарнӑ. Паян ир ман пата доктор кӗчӗ: ячӗ унӑн Вернер, анчах хӑй вӑл вырӑс. Ҫакна илтсе выртакан Алексей куҫне уҫма та ӗлкӗреймерӗ, Варя ӑна пӗр асӑрханмасӑр хыттӑн силлесе вӑратрӗ. — Ӑна Федька тесе чӗнеҫҫӗ. Ывӑлӑм хушмасть пулин те, каллех калатӑп: ан ятлӑр. Ҫапах та чӗлӗм тултарса пама пӗлет вӑл. Чей ӗҫмесӗрех тухса кайма эпӗ ҫав териех начар ҫын-ши вара? — О, эпӗ ачаш пӑхӑп ӑна. Плантатор хӑй те, ун ывӑлӗ Генри, тӑванӗн ывӑлӗ Кассий Кольхаун тата хӗрӗ Луиза та пынӑ. Ҫамрӑк хӗр пӑч-пӑч чӑпар мустанг ҫине утланса килнӗ. Ку ӗҫ ҫинчен ытлашши сӑмахласа тӑма кирлӗ те мар пулӗ. — Аван каларӑр; ӑнланмалла, вӑтанмасӑр, сӑрламасӑр. Йӑнӑшрӑр! Унтан, пӗр минут тенӗ пек шухӑшласан, ҫапла каласа хучӗ: — Нумай терт курнӑ иккен эсир. Хаяр ҫынсен те салхуланнӑ минутсем пулкалаҫҫӗ-ҫке. Вӗсен хушшинче эпӗ хамӑрпа пӗрле аннӑ шанӑҫлӑ юлташа — «Ганс ҫӑл шывне» те палласа илтӗм, вӑл ерипен ҫӗр айӗнчи пысӑк тинӗсе юхса кӗрет, — тӗнче пулнӑранпах вӑл ҫапла юхса выртнӑ, тейӗн. Питпе Олеся хулпуҫҫийӗ ҫумне ҫыпӑҫса, пӗтӗм кӗлеткепе сиксе-силленсе, ним сассӑр та питӗ эрленсе йӗрсе ятӑм вара эпӗ. — Мӗн унта? — тесе ыйтрӗ юлташӗ. — Ӑна асӑнӗҫ-ҫке! — шанчӑклӑн каланӑ Фома. — Олейник пуҫне усса, шухӑш пусса илнӗ Ярцевӑн ырхан кӗлетки ҫине чалӑшшӑн пӑхрӗ те, ӗнтӗ васкамасӑр, сӑмахсене суйласа илсе, малалла каларӗ: — Паллах ӗнтӗ, коммунистсен вӗсем патӗнче ӗҫӗ те ҫук. — Нимӗн те пӗлмелли ҫук. Врач, стенасенчен тыткаласа, Мересьев патне пычӗ. Унӑн «Боримечка» тенӗ ячӗ, чӑн та, пит вырӑнлӑ пек. Статьян ҫак пайне питӗ ӑста ҫырнӑ. — Кама — сан ӗҫ мар, эсӗ ан хутшӑн унта! Тепӗр ҫур сехетрен Паганель, Мак-Набс тата хӗрарӑмсем те мӗн пулса тӑнине ӑнланчӗҫ. Мӗн эсӗ, кулас терӗн-и? Эпӗ кулса ятӑм. Курень атаманӗсем, кашни хӑвӑр куренӗрсене пӑхса тухӑр: камӑн ҫын ҫитмест, Переяславски куреньрен юлнӑ ҫынсене илӗр. Манӑн ҫӗр мильӑна яхӑн каймалла, вӑхӑчӗ майӑн икӗ сехетрен те кая юлать. Мӗн пулнӑ ӑна? Юратакансем пӗр-пӗрин хушшинче ҫырусем ҫӳретнӗ, кашни кунах е хыр вӑрманӗнче, е кив часавай патӗнче курнӑҫса тӑнӑ. Такам хӗрхенсе кӑшкӑрса ячӗ: — Куҫпа ӑна-кӑна курайӑн-ши вара! — терӗ. — Тавтапуҫ, Мак-Набс! — терӗ Паганель. — Тепӗр тесен, кам пӗлет… Пӗри пӗлсе каланӑ ҫав: телей — кӗтмен ҫӗртен тупӑнакан япала, вӑл пачах урӑхла япалашӑн тӑрӑшнӑ чух килсе тухать…» Каллех ҫӗнӗрен пуҫламалла пулчӗ. Мӗскерле-тӗр инстинктла ырӑмарлӑх пурччӗ ҫак кулӑра, унран Ромашов чунне сивӗ хум килсе ҫапрӗ. Ҫак туйӑма пула, куҫҫульне шӑпӑртаттарса манпа сывпуллашакан Наталья Савишнӑна калпакӗнчен сиввӗн кӑна чуптурӑм. Мана Стружкин, граф Мемонто-Мори стихӗсем кӑмӑла каяҫҫӗ: хӗрарӑмӗсем: ватти те, ҫамрӑкки те ҫапла калаҫҫӗ: «Стихсем вӗсем балаганри пек хуҫкаланса хӑтланни ҫеҫ». Ҫак хӗресе хирӗҫ леш енче тепӗр хӗрес пур… — Пӗчӗкки ялан тенӗ пекех пысӑккинчен йывӑр пулать. Неушлӗ Оля унпа мӗн пулнине пӗлеймесӗрех юлӗ, — ҫак вунсакӑр уйӑх хушшинче унӑн мӗн тери пысӑк йывӑрлӑхсем тӳссе ирттермелле пулнине, вӑл ҫапах та хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланине, чӑн-чӑн этем — ҫапла ҫав, чӑн-чӑн этем! — пулса тӑнине, анчах пур ӗмӗтсем те тулнӑ хыҫҫӑнах ҫакӑн пек киревсӗр, ухмахла вилмелле пулнине пӗлеймӗ-ши? Е тепӗр сӑмаха, вӑрӑмраххине:— Килӗшейместӗп, — темеллеччӗ манӑн. — Куратӑр-и, мӗнле истори, — терӗ Фрося. Ку тапхӑр опыта тӗрӗслеме ҫителӗклӗ. Хуть император государь хӑй килсессӗн те. Мана ҫакӑ тӗлӗнтерет: ҫавнашкал тӗреклӗ ҫынсене мӗнрен тӑваҫҫӗ-ши, епле шухӑшлатӑн эсӗ, Макар? Андрий аллине вӗҫертсе ун ҫине тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ. Тепӗр тӑватӑ е пилӗк ҫултан Дик Сэнд морякӑн йывӑр та илӗртӳллӗ профессине тӗпӗ-йӗрӗпех хатӗрленсе ҫитнӗ пулӗччӗ. «Темме кӑҫал путенесем халь те шӑхлич сассине пымаҫҫӗ». Залӑра ӑна Кирила Петрович тӗл пулчӗ. Пирӗн умра, ONO ҫинче, ҫывӑхрах, пӗр вӗҫӗмсӗр купаланнӑ пӑрсен хыҫӗнче, чуллӑ утрав курӑнать. Вӑл — Татаринов, эсӗ вара ҫав хушамата чапа кӑлартӑн. Аҫа кушак пӗчӗк матрац ҫинче нимӗн хускалмасӑр ларнӑ тата ҫывӑрнӑ пек тунӑ. Е пӗрремӗш май сирӗн кӑмӑлӑра каймасан, калас пулать, манӑн нумай матроссем сирӗн ҫине тахҫанах шӑл хӑйраса тӑраҫҫӗ, сире эпӗ иккӗмӗш мая сӗнетӗп: сире эпир кунта, утрав ҫине хӑваратпӑр. Пин-пин этем сан укҫу ӑшне хӑйсен пурнӑҫне хунӑ. — Критикӑна, апла, юратмастӑн эппин? — ҫемҫен кӑна каларӗ Николай Антоныч. Сакӑр кун ишнӗ хыҫҫӑн, декабрӗн 27-мӗшӗнче, вӑл Ливингстонпа пӗрле Уримбӑпа ҫитнӗ, февралӗн 23-мӗшӗнче вӗсем Куихарӑра пулнӑ ӗнтӗ. Ун виҫине астуса юлмарӑр-и? — ыйтрӗ вӑл тӑрӑхланӑ пекрех, чӗлхе вӗҫӗпе тутисене ҫулакаласа. Тулалла тухнӑ чух ҫаврӑнчӗ те кӑмӑлсӑррӑн ҫапла хушса хучӗ: — Курӑп-ха эпӗ: мӗнлескер вӑл. Халь акӑ вӑл пӗр хӑй тӗллӗн кӑна нушаланать, чи лайӑх ӗмӗчӗсене татнӑ, ҫийӗнчен тата ҫын хурласа калаҫни те кӳрентерет. Вӑл вӑрҫӑпа пӑсӑлнӑ пурнӑҫӗ ҫав ялта ҫӗнӗрен йӗркелесе яма ӗмӗтленет. Калаҫсам манпалан уҫҫӑн. Анчах та иккӗмӗш кунне вӑл хӗр виллине офицер пурӑннӑ пӳртрен йӑтса тухнӑ та, унӑн кӗлетки икӗ кун хушши юханшыв хӗрринче выртнӑ. Ҫав хушӑра ик аршӑн айккинерех пирӗн ҫине саламлӑн та интересленсе пӑхакан сӑнсем вӗлтлетсе иртрӗҫ, ҫак ҫынсем манпа нихӑш енчен те ҫыхӑнса тӑманни тата эпӗ вӗсене нихҫан та урӑх курас ҫукки темле тӗлӗнмелле пек туйӑнать. Эсир пӗлетӗр, эпӗ сирӗнтен хӑратӑп… ҫав вӑхӑтрах эпӗ сире шанатӑп та, мӗншӗн тесен, чӑннипе илсен, эсир питӗ ырӑ. Ку вӑл эпӗ санӑн мулна укҫа тӳлесе туяннине пӗлтерет. Пуҫлӑхӗ ним чӗнмесӗр алӑпа кӑтартса, вӗсене команда парать. Ҫавӑнтах икӗ хутчен пӑшал пенӗ сасӑ пӗрин хыҫҫӑн тепӗри янӑраса каять. Апла пулин те, хӑйне тарма май килсе тухсан, вӑл пӗр ҫеккунт та иккӗленсе тӑмӗччӗ. — Нэн вилчӗ… Кондор, пуҫӗнчен аманнӑскер, ерипен ӳкме пуҫларӗ. Сарлака ҫуначӗсем хӑвӑрт ӳкме памарӗҫ. Швабрин чӗркуҫланса ларчӗ… Ӑҫтан лекнӗ ун ҫине чӗрӗ тӑпра? — Мӗнех вара, Саня, эсӗ вӗт пурпӗрех чееленме пӗлместӗн, — терӗ юлашкинчен Кораблев. Туслашрӗҫ…» — шухӑшлӑса илчӗ амӑшӗ. Ҫак хисеплӗ сутуҫӑсем чура суту-илӗвӗ ҫинчен калаҫнӑ пирки тӗлӗнмелли ҫук пуль. — Кӑвик-кӑвакарчӑнӑм! Унӑн хура кӳлепи шупка пӗлӗт тӗлӗнче уҫҫӑн палӑрса тӑрать; унӑн тӑваткал кӗтеслӗ шӗвӗр тӑрӑллӑ башнипе чан ҫапакан пӳлӗмӗ, пур енчен те чӳречеллӗскер, витӗр курӑнать; бретанецсем чиркӳсене ҫапла тӑваҫҫӗ. Текех пирӗн иксӗмӗрӗн ырӑ мар калаҫусем ан пулччӑр, шуйттан патне кайччӑр вӗсем! Эпӗ палласа илеймерӗм. Укҫа та хаксӑр! — Хӑйсене ҫӗр йышӑнман вилесем ҫеҫ ҫӗрле ҫӳреҫҫӗ. Яланхи пекех, хамӑр ухмахлӑхран куҫа сирсе ярасшӑн кӑна вӑрҫатпӑр; ухмахлӑхпа вӑрҫма пӗлместпӗр, вӑй ҫук. Пурӑнӑҫра маншӑн стройран тухса ӳкессинчен хӑрушӑрах япала урӑх ҫук. Аяккалла каякан юланута ватӑ сунарҫӑ алӑпа та, сӑмахпа та чарса хӑтланман: ҫак хӑрушӑ юланут кам пулнине халӗ вӑл ӑнланса илнӗ. Манӑн йӗрки-йӗркипе каланӑ мӗнпур шухӑш, манӑн тепӗр чух тӳрккессӗн те усаллӑн кулнисем аркана-аркана кана кайса пычӗҫ унӑн тӳпемсӗр, вӑрттӑн тайӑна пӑхӑнуллӑн ӗненни ҫумне ҫапӑнса. Выльӑхсем хӑйсен йӑхӗ ӑру хӑварассине пӗлеҫҫӗ пулас, ҫавӑнпа ҫак енӗпе хӑйсен саккунне тытса пыраҫҫӗ. Хӗнекенни — асламӑшӗ, ятне пӗлместӗп. — Эсӗ Лиговскаясемпе паллашасшӑн та мар-и? — терӗ вӑл мана ӗнер. Хӑм пысӑкланнипе тата «comme il faut» пулнипе хытӑ савӑннӑран, эпӗ хӗл каҫичченех тӗтре ӑшӗнчи пек ҫӳрерӗм, ҫавӑнпа: экзамена епле парӑп? текен ыйту пуҫа пырса кӗрес пулсан та, хама юлташӑмсемпе танлаштарса, ҫапла шухӑшларӑм: «Вӗсен те экзамен тытмалла-ҫке, вӗсенчен ытларахӑшӗ пачах «comme il faut» мар, эппин эпӗ ыттисенчен лайӑх енпе уйрӑлса тӑратӑп, ҫавӑнпа экзамен тытма та пултарӑп». Амӑшӗ хӑй хӑранине пусарма тӑрӑшса, яланхи пек хӑяккӑн мар, тӳррӗн кӑкрине малалла каҫӑртарах утрӗ, — унӑн кӗлетки вара кулӑшларах мӑнаҫланса тытнӑ пек курӑнчӗ. — А ӑна намӑс кӑтартма пултаратӑн, да? — кӑшкӑрса тӑкрӗ хӗрарӑма Воропаев. Хӑйсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче нимӗҫ артиллерийӗ пенӗ пулсан та, вӗсем нимӗҫ укрепленийӗсен тепӗр енче шуса, тупписенчен хӗрлӗ ҫулӑм тӗркемӗсем кӑлара-кӑлара ывӑтса, малтан малалла, шалтан шалалла кайнӑ. Районтан ветеринарнӑй фельдшера чӗнсе кил, бригадирсене кала, тӑм илнӗ вӑкӑрсене нарядсенчен хӑтарччӑр. Тӗлӗнмелле селӗм пӑшал! Туйине малалла илсе тӑрӑнтарчӗ, ун ҫине янаххипе те, аллисемпе те уртӑнса, пӗр утӑм, унтан тепӗр утӑм турӗ, каллех патаккине малалла илсе тӑрӑнтарчӗ те — каллех пӗр утӑм, тепӗр утӑм турӗ. Игат именсе кулса илчӗ. Кӗрсе тух тепӗр чухне. Сирӗн арӑмӑра пурӑнма ҫӑмӑл пулать. «Ҫылӑх ҫав. Кӗпи айӗнчен качча тухман чипер хӗрӗн тӗреклӗ ӳт-пӗвӗ палӑрса тӑрать. Ҫапла вара пӗр ҫуртана ҫулталӑкӗпех лартатчӗ, кам та пулин ӑна ҫавнашкалах ытлашши шутне пӗлсе тӑкакланнишӗн тата турра хисеплеменшӗн асӑрхаттарсан, вӑл ҫапла хуравлатчӗ: «Турӑ сиртен, ухмахсенчен, ӑслӑрах-ха! Сивӗннӗ чейлӗ стакана тытса, вӑл ҫапла каларӗ: — Юри тӑвасшӑн мар пулма та пултараҫҫӗ! — Кунта темле кичемле пулса кайрӗ, — халӗ ӗнтӗ тата кичемрех пулать. Кӑмӑл ту, Ульяна, ташласа пар пӗрре! — Эс ҫаплах ҫилленетӗн, — ассӑн сывласа илчӗ Наталья, — упӑшки, мӑшлатса, шавлӑн тӑрмашса, ӑна хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Эпӗ хама хам тӳрленме сӑмах патӑм, куратӑн акӑ, халӗ эпӗ ҫулран пӑрӑнас ҫук, — терӗ вӑл. Ӗҫес килнине кӑшт ҫеҫ лӑплантарнӑ пулсан та, эпӗ ҫапах вӑл хутшӑннине сисрӗм. — Курӑнсах каймастӑн-ҫке эс мана… — Вӗсем мана асӑнӗҫ-ха! — пӑшӑлтатрӗ вӑл. Картишӗнче те, таврара та шӑпахчӗ; ял ыйха путнӑ, хыҫалти пӳртре те тарҫӑсемпе прислугӑсен сасси шӑпланчӗ. Арӑмӗпе упӑшкине, ачипе амӑшне, пиччӗшпе йӑмӑкне ирӗксӗррӗн уйӑрнӑ чух чура сутуҫисем вӗсене пӗр-пӗринпе сывпуллашма та ирӗк памарӗҫ. Вӗсем ярмарка лаптӑкӗнче пӗр-пӗрне юлашки хут курчӗҫ, ӗмӗрлехе уйрӑлчӗҫ. — Ыран ҫутӑласпа вилетӗн эсӗ! Каласа парӑр. Артур кулма чарӑнса шӑлӗсене хытӑ ҫыртрӗ. Ӑнлантарса пачӗ: вӑл вӗҫме хатӗрленмест, анчах Хӗрлӗ Шуҫӑмсен проспектӗнчи пӗлтерӗве вуларӗ те — планетӑсен хушшинчи ҫул ҫӳревӗн ҫав таран кӑсӑклӑ, сенсациллӗ проекчӗпе паллаштарассине хӑйӗн тивӗҫӗ тесе шухӑшлать. Эпӗ вунтӑваттӑмӗш Людовике пуҫне касса вӗлернине куртӑм. Саня пӳрнисемпе темскер ҫырса кӑтартать, эпӗ те ӑна хирӗҫ, ӑнланмасарах, «Юрать», тесе ҫыратӑп. Вӑл супӗлтеткелесе, кӗленчери эрехе ӗҫкелесе чылайччен ларчӗ. — Э! Хӗр малтанах ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ, хӑраса ӳкрӗ, вӑтанчӗ, вара, илес тенӗ таварне илсе пӗтереймесӗрех крыльца ҫинчен анчӗ, вӗсен ҫумӗпе хӑвӑрттӑн иртсе кайрӗ, унтан кӑштах йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӗ те, ҫул урлӑ каҫса, сулахаялла утрӗ. Пурте тарса пӗтнӗ-ши вара? Кунсем хуллен ҫеҫ иртсе пычӗҫ. Дымов ӳпне выртнӑ та чӗнмест, улӑм ҫӳппи чӑмлать; улӑм ҫӳппийӗ шӑршлӑ пулнӑ пек, пит-куҫӗ унӑн йӗрӗнчӗклӗн, усаллӑн та ӗшенчӗклӗн курӑнать… Ӑна кура Тарӑ та хавасланнӑ. Унӑн пӗтӗм кӗлеткинчен темле лӑпкӑлӑх тухса тӑнӑ пек туйӑннӑ. Ирсӗр суйни, ӑна кирек кам каласан та! Райкомолта ӗҫлекенсем, коммунистла юхӑмӑн ҫак малтанхи калчисене тӗреклетес тесе, нумай вӑй хучӗҫ. Сатурн, Юпитер пекех, газсенчен тӑракан ҫӑра хупӑпа витӗннӗ. Унта 150 градус сивӗ. Ҫакӑнпа Сатурн ҫинчен калас сӑмаха пӗтерме те пулать темелле, анчах вӑл ытти планетӑсенчен тӗлӗнмелле уйрӑмлӑхпа уйрӑлса тӑрать. Санин лаша ҫинчен анса шлепкене илес тенӗччӗ, анчах Марья Николаевна ӑна: «Ан тӗкӗнӗр, эпӗ хам илетӗп» терӗ те йӗнер ҫинчен аялалла авӑнчӗ, чӑпӑркка аврипе вуальран ҫаклатса чӑнах та шлепкине илчӗ, пуҫне тӑхӑнчӗ, анчах ҫӳҫне пуҫтармарӗ, каллех кӑшкӑрса ярса, малалла вӗҫтерчӗ. Эпӗ ҫав вӑхӑтра чӗлхесӗр пулнипе ҫеҫ мар, хӑранипе те нимӗн те кӑшкӑраймарӑм. — Ан пӑшӑрхан, Роберт, — терӗ Вильсон. — Талькав хӑтӑлать. — Нелли каласа пӗтереймесӗрех чарӑнчӗ. Эпир боеприпассемпе тата таварсемпе ҫыран ҫине тухаттӑмӑр та — пӗр тапхӑртах хулана та тытса илеттӗмӗр, унӑн рынокне те ярса илеттӗмӗр. Олеся куҫ хупанкине антарчӗ те, йӑвашшӑн кулса, пуҫне сулкаласа хирӗҫлерӗ: — Ҫук, кӑвакарчӑнӑм… Каҫӑн ҫута сывлӑшӗ витӗр ҫынсем катаранах курӑнаҫҫӗ, Воропаев кӑвак сухаллӑ яштак старике, ситца бешмет тӑхӑннӑ, Кавказ чӗнпиҫиххийӗ ҫыхса янӑ Опанас Ивановича тӳрех палласа илнӗ. Стенари шӑтӑка питӗресси йывӑр ӗҫ мар, анчах усӑсӑр: ӑна пурпӗрех етресем тепӗр хут шӑтарма пултараҫҫӗ. Эпӗ хамӑн хуҫа хӑйӗн кӳршин ачисене те тӑван ачисене хисепленӗ пекех юратнине асӑрхарӑм. — Пер!.. Анчах ӑна хытӑ тӗлӗнме, хаяр ҫилленме тиврӗ: тӗл пулас вӑхӑт ҫитиччен пӗр сехет маларах вӑл крыльца ҫине Лушка ҫӑмӑллӑн утса хӑпарнине сисрӗ, унӑн янӑравлӑ сассине илтрӗ: — Давыдов юлташ килте-и? «Ҫутҫанталӑк пӳрнӗ вӑрттӑнлӑхсене» тӗш-мӗшле ӗненесси хӗрӗхӗмӗшпе аллӑмӗш ҫулсенчи ирӗклӗн шухӑшлакансемшӗн те питех ют пулман. — «Лайӑх» тес — хӑрушӑ, «япӑх» тес — «тӗрӗс мар» — иккӗшин хушшинче пуҫланнӑ калаҫу хӑйне килӗшӳллӗ пулман пирки, вӑл:— Эпӗ хатӗр. Итлетӗп сире, Васютин юлташ, — терӗ те сӗтел ҫумне ларчӗ. Демкӑн хӑнчӑр, куҫӗсенчен, пиҫсе ҫитнӗ ҫимӗҫрен сӗткен сирпӗннӗ пекех, сасартӑк куҫҫулӗ сирпӗнсе тухрӗ. — Юрать, — терӗ капитан. Пултаратӑн-и, мучи? Манӑн вӑй вӑкӑра ҫитмелле, ӗҫӗм — ҫерҫи валлилӗх кӑна… «Ҫакланас пулсан, туртса кӑларасси пулас ҫук. Ҫынсенче пуринчен малтан, йӑвашши, именни тата хурлӑхлӑн парӑнни палӑрать, ҫав парӑнасси айӗнчен сасартӑк хаяррӑн, ним тӗлсӗр тата яланах тенӗ пек савӑнӑҫсӑр ашкӑнасси сиксе тухсассӑн, ҫав тери тӗлӗнмелле те хӑрамалла пек туйӑнать. — Чӑнах-и? Кунпа хӑтӑлаймастӑн. Вӑл тӑнлама тапратрӗ те хӑй тӗллӗн кулса илчӗ. — Ну тата, итле-ха эс ӑна! — куҫ хӳрипе кулса илнӗ Игнат. Ҫавӑнтах иккӗшӗ те икӗ еннелле пӑхма пуҫларӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса илнӗ чухне кам та пулин мӗн те пулин асӑрхаман-ши тесе шухӑшларӗҫ. Анчах йӗр тупӑнманни халь ӑна текех пӑшӑрхантармарӗ. — Эпӗ сан пата, Лукерья, пит пысӑк та секретлӑ ӗҫпе килтӗм-ха. «Иван Кузмич килте ҫук-ха», — терӗ вӑл, «отец Герасим патне хӑнана кайсаччӗ; анчах эпӗ те ҫавах мар-и, батюшка, эпӗ унӑн хозяйки. 1921 ҫулта Сатурн Ҫӗр еннелле хӑйӗн унки курӑнмалла мар ҫаврӑнса тӑчӗ. Иккӗмӗш этажа хӑпарсанах, кунта ӗҫ вутӑ тӗлӗшпе мар иккенне вӗсем сасартӑках тавҫӑрса илчӗҫ. Кунсӑр пуҫне тата малалла кайсан урӑх шӑм-шаксем те ҫав этем ӳтне кӑна мар, эпир кашни утӑмрах ытти ҫын виллисене те тӗл пултӑмӑр, ҫавӑнпа пичче хӑйне шанман ҫынсене кӑтартса ӗнентермешкӗн чи лайӑх сыхланса юлнӑ шӑмӑ суйласа илме пултарчӗ. Кӑкӑр пӳлӗннине шута илсен, ӑмсанмалли ӗҫех мар… — Мӗн пулчӗ? — тесе ыйтрӗ хуҫи, кровать ҫинчен сиксе анса, хӑраса ӳкнӗ тарҫи патнелле пырса. — Ха-ха-ха! курӑпӑр! — Эсир калаҫнине те юрататӑп эпӗ, юхан шыв шӑнкӑртатнӑ пек туйӑнать. Сильвера хисеплӗн честь парса, ҫак вӑтӑр пилӗк ҫула ҫитнӗ чирлӗ сӑн-питлӗ, саралнӑ куҫлӑ матрос, алӑк патне канлӗн утса пычӗ те, алӑк хыҫне ҫухалчӗ. Вӑл хӗрарӑм уйрӑм открытисем ҫинчен пӗлесшӗн мар-и? Ӑна пӗличчен, ун патне кӗместӗн — шикленсе, хӑраса тӑратӑн; кӗрсен вара — сана хӗвел пӑхнӑ пек, хавасланса каятӑн. Том калама ҫук телейлӗ. Ухтищев, хӑйӗн юлташӗн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ҫыхӑнусӑр калаҫу чӑлханса тухнине итлесе, юлташӗ, пичӗ ҫинчи мӗнпур мускулӗсене асаплӑн хускатса, темӗнле шухӑшсем калама тӑрӑшнине курса, — чӑлханчӑк сӑмахсем хыҫӗнче чӑн-чӑн пысӑк хуйхӑ пуррине тавҫӑрнӑ. Унта хамӑн нимӗнле ӗҫ ҫук пулин те, эпӗ пӗр шлюпка ҫине лартӑм. Мисс Луизӑна ӑҫта курма пулать? — Тупрӗ ҫӗнӗ хыпар! — кӑмӑлсӑррӑн пуҫне сулса илчӗ Тимур. Ҫавна пулах ӗнтӗ пире ӗнер чӗрӗ какай ҫиме, сӗтпе хутӑштарнӑ сивӗ шыв ӗҫме тӳрӗ килчӗ. Вӗсен пысӑках мар йышӗ экваторти материк ҫине сиенленмесӗр анса ларнӑ». Йывӑр шухӑша кайнипе унӑн сӑн-пичӗ чулланса, хытса ларнӑ пек пулчӗ. Халл капитан гарпунҫӑ вырӑнне тӑрать, хӑй каланӑ тӑрӑх, ку ӗҫ уншӑн ҫӗнӗ мар. Анчах ашшӗ ӗҫе вӗҫне ҫитермех шут тытнӑ-мӗн. Анчах ҫил вӑйсӑр, вӑл кассӑн-кассӑн вӗрет, хӑш чух чарӑнсах ларать. Эх, начар вӗрентрӗр мана эсир, атте, тет… — Ларса пӑхас пулать. Марсӑн икӗ пӗчӗк спутникӗ пур. — Мӗн, атте? — Куратӑн-и? Вӑл паҫӑр Стефчов ыйтнӑ пиркиех ыйтать те, анчах сӑмахӗсем пурне те ӑнланмалла. Каштанка ларнӑ та сӑнама тытӑннӑ. — Сан куҫусем пӑлхантараҫҫӗ мана. Юн нумай юхнӑ хыҫҫӑн ӑш хыпни ӑраснах хытӑ асаплантарать. Унта та халӑх, кунта та, — вӗтеленсе тӑраҫҫӗ, калам сана! Вӑл ҫӳлти тутине ҫыртать, паттӑр ҫыннӑн хӑрушӑ куҫесем, ыратнине парӑнса, ылмаш пӑхма пуҫлаҫҫӗ. Вӑл сывӑ ури ҫине сиксе тӑчӗ, кровать ҫинелле ыткӑнса ӳкрӗ. Нагульнов ӑна хӑй мӗн курнине пӑшӑлтатса каласа пачӗ. …Виҫҫӗн, ним шарламасӑр, Яков Лукич кил картине пырса кӗчӗҫ. Савӑнӑҫлӑ кукка мана хӑй сӑмаххисемпе тата пушшех пӑтраштарса хӑварса пӑрахса утрӗ. Эпӗ санран пачах урӑх ҫулпа каясса кӗтнӗччӗ. Вӑл чул хӑма патне пырса пӗшкӗнчӗ, унӑн ҫинҫе пӳрнисем чул ҫинчи симӗс мӑк ҫумне тӗршӗнчӗҫ. Унӑн пӗртен-пӗр пуянлӑх пулнӑ, анчах ҫав чее этем килчӗ те, ҫав пуянлӑха вӑрласа кайрӗ. Аламо хӗрринче пулса иртнӗ ӗҫсем: хӑйӗн хӳшшинче чирлӗ выртакан мустангера тупнӑ, ӑна ҫакса вӗлерес тесе решени йышӑнни, Луиза Пойндекстер пырса хутшӑннипе приговора ӗҫе кӗртессине чарса тӑни, Зеб Стумп паттӑр хута кӗнипе ӗҫе ҫӗнӗрен пӑхса тухмалла туни, — ҫакӑ пурте шутсӑрах палӑрса тӑракан япаласем пулнӑ. Анчах тӑваттӑмӗш кунӗнче вӗсене ирӗксӗрех калаҫма тиврӗ. Вӗсем виҫҫӗн мар-ши? — Эсир каланӑ хӑрушлӑх ҫав-и ӗнтӗ? — Ҫук. Вӑл, чӑн-чӑн судья пекех, манӑн мӗнпур пек ӗҫӗмсем ҫинчен, шкулпа хамӑн пурнӑҫӑм ҫинчен ыйтса пӗлчӗ. Чубӑн хӑйӗн те дьякран каях мар ирӗке тухас килет, туять вӑл, хӑй айӗнче темскер выртать, ун ҫинче ларма ах, тур! меллӗ мар. Кӗтӳҫ малалла калать: «Юншӑн ҫӑтӑхакан ча сана чӑтлӑх витӗр шыранӑ чухне — мӗлке пулса тӑр, вара ча сӑмси санӑн юн шӑршине илтмест. Аслӑ уяври пек тумланнӑ ҫӗршер пупсем вилӗ пытармалли юрӑсем юрланӑ. Тухса кайрӗ те ҫӑкӑр-тӑваршӑн спаҫҫибӑ та каламарӗ, ответлӑ йыт ҫури. — Ну маттур та вара эсӗ, Сидорович! — Маттурлӑх кунта сахал, анчах ҫавӑн пек квартирантпа пурӑнасси те йывӑр. Табак туртса янӑ хыҫҫӑн Давыдов каллех ӗҫ хатӗрӗсене пӑхма пуҫларӗ, пӑхса вара кӑнтӑрла иртсен тин пӗтерчӗ. Лавкка умӗнчи ҫынсем те ҫаплах шутларӗҫ. Вӗсем ӗнтӗ лавсенчен пӗр виҫҫӗр утӑм аяккарах кайрӗҫ; урисене аран-аран сӗтӗрсе, шавламасӑр-тумасӑр, сӗрекене вӗсем хӑмӑш ҫывӑхӗпе малаллах туртрӗҫ, шыв ҫийне, пулла хӑратса сӗрекене кӗртесшӗн, аллисемпе ҫапкаларӗҫ, хӑмӑша кашӑртаттарчӗҫ. Пуҫ мимисем арпашӑнсах кайрӗҫ ӗнтӗ! Яра-куна вара ҫаплах магазинра ирттертӗм: Катьӑпа каллех уйрӑлмалла пулать те, ун валли мӗнле те пулин пӗр-пӗр парне туянасшӑнччӗ. Ӑна хӑйӗн ишӗлчӗк ҫуртӗнчен хӑваласа кӑларнӑ, ҫавӑнпа вӑл сарайӗнчи урапасем айӗнче ҫӗр каҫнӑ. Хавхаланса кайнӑ Ванюшка хӑйсен ялӗнчи сехре хӑпса тухнӑ ҫынсем пӗр-пӗринпе епле пӑшӑлтатса калаҫнине кулӑшла туса кӑтартрӗ те, Кӗҫӗн Аким чӑтса лараймарӗ, пуринчен малтан ахӑлтатса кулса ячӗ. — Темех мар, — шӳтлӗн тавӑрчӗ Том. Халӗ ӗнтӗ эпир нимӗҫсене тытса чарма пултарасса пӗлетпӗр! — Ав мӗнле! Вӑл куҫне уҫрӗ, сак патӗнче йӑл кулса ларакан Варьӑна, ун умӗнче кӗпӗрленсе тӑракан пилӗк ачана — Харламовсен йӑхӗн пӗтӗм ӑруне курчӗ. Инҫетри пӳлӗмсенче патефон сасси илтӗнет. Тӗттӗмре ытти салтаксен сассисем илтӗнчӗҫ: — Ман хамӑн та сирӗнпе пырас кӑмӑлӑм пур… — Халь ӗнтӗ пирӗншӗн малалла кайни — каялла кайнинчен лайӑхрах. Ытти чухне кита виҫӗ вельботпа харӑс хӑваланӑ. Вӑл вӗлернӗ ӑна, — терӗ Николай Антоныч, унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль шӑпӑртатса анчӗ. Каласа пар вӗсене, эсӗ мӗн каланине вӗҫне ҫитичченех илтме хӑрамастӑп эпӗ. Ӗҫ ҫапӑҫусӑр иртмерӗ: Любишкинӑн ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗш ывӑлӗ, Захар Любишкин, колхозран тухнӑскер, виҫӗ ҫынпа вӑкӑрсене хураллать. Леденев ӑна хут тупса парать. Ҫырнине машинкӑпа ҫапма пулӑшать. Анчах хамӑн хуҫа патне (эпӗ ӑна малалла ҫапла калӑп) ҫывӑха пырсан, ашшӗпе юнашар ларакан кӗҫӗн ывӑлӗ, вунӑ ҫулхи ашкӑн ача, мана ураран тытрӗ те пит ҫӳле ҫӗклерӗ, эпӗ кӑштах ӑнчӑхса каймарӑм. Телее, ашшӗ мана ывӑлӗнчен туртса илчӗ те ӑна питӗнчен ҫав тери хытӑ ҫупса ячӗ; капла ҫапнипе Европӑри патшалӑхсен утлӑ ҫар салтакӗсене эскадронӗпе учӗсем ҫинчен ӳкермелле. Термит йӑвисен йӗри-таврашпе пӑхса ҫаврӑнма халӗ Дик ҫутӑласса чӑтайми кӗтрӗ. Сан купсуна вӗлересшӗн. Ашшӗпе тӗл пулассинчен пӑрӑнса, Павел юлашки вӑхӑтра килте сахал тӑчӗ, ҫавӑнпа амӑшӗнчен те кӑшт сивӗнчӗ, анчах халӗ, майӗпе урӑлса пырса, вӑл ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ. — Итле-ха, — тетӗп эпӗ, — хӑҫан та пулин эсӗ Англи эльне курнӑ-и? Кунсӑр пуҫне, вӑл ҫакна та асӑрханӑ: пӗчӗкҫӗ фельетонист юриех наборщиксен калаҫӑвӗпе пӗр кӗвве килесшӗн пек хӑтланнӑ, вӗсемпе вучах патӗнче хӗвӗшнӗ, сара кӗленчисене уҫнӑ, ятлаҫнӑ пек тунӑ, ахӑрса кулнӑ, мӗнпур майпах вӗсен евӗрлӗ пулма тӑрӑшнӑ. Ҫавӑнтанпа Давыдов мунчара килениччен, вырӑсла, вӑйлӑ ҫапӑнас ӗмӗте пӑрахрӗ те килте ҫӑвӑнма пуҫларӗ. Катя пирки эпӗ ӑна пӗр-икӗ сӑмах, хыпарламасӑр хӑварасран ҫеҫ, калакаларӑм. Ҫӗр-шыва вӑрҫӑ пушарӗ хыпса илнӗ, пурте вулкан ҫинче пурӑннӑ пек пурӑнаҫҫӗ, ҫынсен пурин те пӗр шухӑш: ҫаратас та аркатас, пӗр-пӗрне касас-чикес, пӳрт-ҫуртсене вут тӗртсе ҫунтарас, тӑшман ҫемйине вӗлерсе тухас, тӑшман хуралне вӗлерсе пӗтерес, пытанса ларса тӑшмана хупӑрласа илес, пӗр-пӗринчен ӑмӑртмалла ҫын вӗлерес. Халь ӗнтӗ мӗн ӗлкӗрнӗ таран хӑвӑрт ҫырса пыратӑп эпӗ. Мункун утравне курнине шутласа, «Пилигрим» кӑнтӑр широтин ҫирӗм ҫиччӗмӗшпе вӑтӑрмӗш параллелӗнче арканнӑ пулӗ тесе тӗшмӗртнӗччӗ, вӗсем вара ҫирӗм пиллӗкмӗш параллельте иккен. Сасартӑк пӗр евӗрлӗ ӗнӗрлесе тӑракан псалтырьти сӑмахсем витӗр Никита хуллентерех, анчах ҫирӗппӗн:— Чӑнах вилчӗ-ши вара вӑл? Старик, хайхи, вӑрҫма тытӑнчӗ, чӗлхи ҫине кам килет, пурне те вӑрҫать, малтан вӑл кашни ҫынна уйрӑмшарӑн, никама та манса хӑварас мар тенӗ пек питлесе тухрӗ, унтан пурне те, ятран пӗлменнисене те пӗрле чи усал сӑмахсемпе хӑртрӗ, тахҫанччен ҫапла вӑрҫма чарӑнмарӗ вӑл. Тӳррипе каласан, вӑл ӗнтӗ ним шухӑшлама та пӗлмен. «Нивушлӗ эпӗ ҫав тери мӗскӗн сӑнлӑ? — шухӑшларӑм хӑм, — эпӗ мӗн тӑвассине пӗлес шутпа вӑл юри йӗренҫи тумасть-ши?» Вӑл ӑслӑскерччӗ, анчах пит савӑклах марччӗ, — час-часах хӗрсе вылянӑ хушӑра сасартӑк шухӑша каятчӗ те кӗтмен ҫӗртен ыйтатчӗ: — Ма пачӑшкасен ҫӳҫӗсем хӗрарӑмсенни пек? — тетчӗ. Пуринчен малтанах мистер Эрроу, ун ҫинчен капитан шутланинчен те начартарах пулни курӑнчӗ. Хуралҫӑн ватах мар арӑмне ҫутҫанталӑк пурне те ҫителӗклех панӑ: хулпуҫҫийӗсем арҫынӑнни пекех сарлака, кӑкӑрӗсем улӑпӑнни пек, урисем хулӑм, вӑйлӑ; ҫӗҫӗ ун аллинче выляса ҫеҫ тӑрать, ун умӗнчи сӗтел ҫинче вакласа хунӑ пахча-ҫимӗҫсен купи ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Хӗллехи тӗксӗм каҫ, пӑрпа витӗннӗ ҫӗр тӑрӑх вӑйлӑ ҫил-тӑман варкӑшнӑ чухне, тӑмана пула никам та килтен тухма хӑяйман чухне, чухӑн пурӑнакан Киш мӗнле майпа ҫӗкленсе кайни ҫинчен, епле вӑл пуринчен те иртсе кайса пуҫлӑх пулни ҫинчен каласа пама питӗ лайӑх вӑхӑт пулнӑ. Кирек мӗне ярса тыт, кирек мӗне пӑх — пурне те пӑрахса хӑварас пулать: столяр хатӗр-хӗтӗрне те, ҫимӗҫ тӑварламалли вӗр ҫӗнӗ каткасене те, вӗллесене те, хур чӗппи пусарлӑхӗсене те… Тарас ӑҫта ҫухалчӗ пулӗ тетӗр? — Халь тин ӗнтӗ мана тӗнчере никам та пулӑшма пултараймасть. Мӗншӗн санӑн пуҫ мими ҫав териех юлхав-ши? — унтан, кӑшкӑрнӑ пекех: — Тырӑсем акса хӑвараймасан, пӗтсе ларатпӑр-ҫке-ха эпир! — Ҫук, Уэлдон миссис. Ну кайран пурне те Моршанскра палачсем наказани панӑ вара. Унта сехет ҫурӑран тин ҫитрӗмӗр, иксӗмӗр те йӗп-йӗпе тара ӳкрӗмӗр, пӑрсан пирӗнтен шыв тухать пуль, мӗншӗн тесен ҫанталӑкӗ ытла шӑрӑх. Нумай япалана ӑнланса илеймен хӗрарӑмсем, хӑйсен йӑлипе, мӗн пулас-килесси пирки яланхи пекех чухласа та тӗшмӗртсе калаҫма тытӑнчӗҫ. Салхуллӑ та тӗксӗмскерсем вӗсем, хӗвелпе йӗпе-сапана пула тӗссӗрленсе кайнӑ, ҫилсем ҫисе янӑ тӑпра ҫийӗпе хӑйсен сӳсленчӗк тунисене тӑскаласа пӑрахнӑ. Лӑпкӑ сана… пушар пек. Калаҫнӑ чух вӑл хӑй мӗн калас тенине калаймасть, хӑй пӗлекен сӑмахсемпе ҫеҫ усӑ куркалать. — Si vous voulez bien garder cela comme souvenir de cette renсоntre, vous m'obligeres. — Ертсе кай! — сасартӑк приказ пачӗ Лозневой; чӗлпӗрне пуҫтарса тытса, вӑл ытти юланучӗсем патнелле ҫаврӑнчӗ. — Пирӗн кунтах ҫӗр выртмалла пулать, — терӗ вӑл пӑшӑрханса, — кунашкал ҫил-тӑманра тусем урлӑ каҫасси пулмасть ӗнтӗ. — Санӑн кунта тата пӗр-ик сехет пек ҫисе тӑма тӳр килет, ҫӗрӗпех мар пулсан та. Мексикӑри ытти именисенчи ҫуртсем пек, Каса-дель-Корвӑн архитектуринче те маврсемпе мексиканецсен стилӗ палӑрать. — Савниҫӗм, савниҫӗм! — вӑл, икӗ аллине те унӑн пуҫӗ ҫине хурса, йӗри-тавра пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Акӑ, эсӗ ӑҫта пурӑнатӑн иккен? — Эсир миҫе ҫулта? — шухӑша кайса ыйтрӗ амӑшӗ. Муана патша паллӑ панипе Казондо палачӗ патша ури вӗҫӗнче выртакан тӑваттӑмӗш арӑмӗн пырне касса татрӗ, ун юнӗ шӑтӑка юхса анчӗ. — Ҫук, ик-виҫ кунлӑха ҫеҫ, — тавӑртӑм эпӗ сассӑма яланхинчен улӑштарас марччӗ тесе; хам асӑмра вара ӑна Триумфальнӑйра юлашки хут курнӑ пекех туйса тӑтӑм, вӑл ҫӗлӗк тӑхӑннӑччӗ, юрпа йӗпеннӗ пальтопаччӗ. Хӑй хӗрарӑмсене юрататчӗ те, вӗсем ҫинчен тутисене тутлӑн чӑплаттарса, хавасланса, пӗтӗм сусӑрланса пӗтнӗ кӗлеткипе туртӑнкаласа калаҫатчӗ; вӑл ҫавӑн пек туртӑнкалани темле аван марччӗ — мана кӑштах йӗрӗнтеретчӗ, анчах эпӗ унӑн сӑмахӗсене тимлӗн, вӗсен илемне туйса итлеттӗм. — Мӗн пирки сӑмах татмалла-ши тата? — тесе ыйтрӗ вӑл. Ман пуҫ ҫинче урасемпе тапӑртатнине илтрӗм. Такам акӑлчанла: «Кунта аялта кам та пулин пулсан сасӑ парӑр!» — тесе хытӑ кӑшкӑрса ячӗ. Нумай пулать-и-ха эпир пӗрле?..» — текелет. Юлашкинчен атте календарьне диван ҫине ывӑтса ячӗ те темле шухӑша кайрӗ. Пӑхсах паллӑ — паян унтан ырринех кӗтмелли ҫук. Кӑвак шинеллӗ ҫынсен эшкерӗ тинех ҫенӗке тӗркӗлтетсе тухрӗ те, шпорӗсене чӑнкӑртаттарса, куҫран ҫухалчӗ. Хӗрарӑм аташнӑ чухнехи пекех калаҫрӗ. Вӑл йӑнӑшман. Мӗнле лайӑх пулчӗ мана унпа юнашар утма… — Эсӗ каялла улӑштарма шутламастӑн-и? — ыйтрӗ Федотка, кӑшт маларах чупса иртсе, Давыдова куҫран шиклӗн пӑхса илсе. — Тӑхта, сана пӳртрен хӑваласа кӑларман-и-ха? Ах, пӗлесчӗ сирӗн, епле савӑнатӑп эпӗ! — Турра ҫиллентерсе ларни мана килӗшмӗ, ыттисене те ҫавнах паччӑр — эпӗ ӗнтӗ пурнӑҫ вӗҫне утса тухрӑм. Пӗлӗт тӳпинче тӗксӗм, сивӗ тӑракан япаласем те пур. Пыратӑп ҫав вар хӗррипе, сасартӑк варти шыв ӑшӗнчен такам хурлӑхлӑ: у-у… у-у! тесе йынӑша пуҫларӗ. Эсӗ маншӑн юлташ мар! Эсӗ — контра, мӗншӗн тесен патшалӑх тыррине ҫарататӑн!.. Мана, хамӑн юратнӑ мустанг ҫинче пынӑ чух, хӑваласа ҫитме пултаракан юланут шыраса пӑх-ха Техасра. Ӑна тупма пултарас ҫук пулӗ эсӗ, Кассий! Эпӗ урӑхран нихҫан та калаҫмӑп тесе татсах каларӑм. Унтан тепӗр куҫ харшине ҫӗклерӗ, тата кӑштах шухӑшласа тӑчӗ. — Господин Паганель, — терӗ Мэри Грант, — сире пӗр ыйту пама юрать-и? — «Вара?» Эпир санпала килӗшместпӗр, сивлетпӗр сана. Ӑҫта-ха унӑн пашпӑрчӗ? — Мӗн кирлӗ мара калаҫатӑн! Хӑвӑн курас пулать! Вӑл ӑшӑ, ҫемҫе кӑҫатӑ тӑхӑннӑ урисене качӑртатакан юр ҫине ҫирӗппӗн ярса пусса, хӑйӗн ҫулӗпе малалла утрӗ. Вӑл ӑна ҫак тискер ӗҫе тума вӗрентнине хам курнӑ, анчах эпӗ ун чухне вӑл ӑна мана тапӑнма, ман пурнӑҫа кӗскетме вӗрентет тесе пачах та шутламан. Вӑл вӑхӑтра Ваҫили Андрейч епле хӑйсем ҫухалса кайса, пӗр ялах икӗ хут ҫитни ҫинчен, епле аташса ҫӳрени ҫинчен тата епле ӳсӗрсене тӗл пулни ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсене палламан ҫын та асӑрхарӗ те, ҫапла каласа хучӗ: — Ах, пассажирсем иккен! Пассажирсем! Аван, аван! Эпӗ Володьӑна чавсапа тӗкрӗм, вӑл мана тӗкрӗ, юлашкинчен хӑйрӗ-хӑйрех: пирӗн паян сывпуллашмалла пулнӑ пирки хӗрачасене те, линейка ҫине лартса, сунара хамӑрпа пӗрле илсе каясшӑн пулнине малтан хӑюсӑр сасӑпа, унтан чылаях ҫирӗппӗн те хыттӑн ӑнлантарчӗ. Ҫунса выртакан вутӑран тухакан тӗтӗмпе сивӗ сывлӑш пӗрле ҫӳлелле, тӗтӗм тухса тӑракан клапӑнлӑ икӗ шӑтӑк вырнаҫнӑ тӗле хӑпарнӑ. Кун ҫинчен эп хам та пӗлмен, ак халӗ пӗлетӗп. Эпӗ ӑна мӗн чухлӗ хӑвӑрт шыраса тупнӑ, ҫавӑн чухлӗ лайӑх пулнӑ пулӗччӗ, мӗншӗн тесен Ҫурҫӗр тинӗс ҫулӗ тӑрӑх ҫав портран инҫех те мар хамӑрӑн ҫар материалӗсем тиенӗ караван пырать. Вӑл арӑмӗ мар, Татаринов капитанӑн тӑлӑха юлнӑ арӑмӗ пулнӑ. Алексей хӑй ӑссӗн кулса та илчӗ: «ҫӑпатаҫӑсемшӗн» ҫакӑн пек кӑткӑс маневр туни ытла пысӑк чыс пулмасть-ши? Вӑйлӑ негр хаваспах хӑйӗн юлташӗсене пурне те хулпуҫҫи ҫине лартса лапамран илсе тухӗччӗ. Ку сӑмахсене кӑшкӑрса мар, пӑшӑлтатса ҫеҫ каланӑ пулсан та манӑн хӑлха илтетчӗ пуль, хам вилсе выртнӑ пулсан та, Салли аппа мӗн хушнине тӑрса тӑваттӑм пуль тетӗп. Старике хамӑр Катьӑпа пырасса систермесӗрех тортпа та французсен эрехӗпе кучченеҫ хатӗрлесе сасартӑк ҫитсе кӗрсеттӗмӗр. — Воропаева парӑр!.. Хӑйсах ыйтам-ха, мӗн ӗҫпе-ши? Эсӗ, Петруха, хуняму мӗн тума хушнине пӗтӗмпех туса пыр ӗнтӗ, вӗсем хӗрарӑм шухӑшласа кӑларнӑ кирлӗ кирлӗ мар япаласем пулсан та — пӑхӑнас пулать! — Фу, мур илесшӗ! — мӑкӑртатса илчӗ вӑл. Тӑрать вара ӗҫ умӗнче — шалча пек… тӑрать хӑй ӳксе виличчен. — Эпӗ ҫакна каласшӑнччӗ: эпе сирӗн килте Морис-мустангера эрех ӗҫме е ҫикелеме сӗннинчен ним усси те пулас ҫук. Ӑнланатӑр-и, ӑслӑ пуҫӑм? Чӗри Марьянка унпа калаҫнӑ чухне яланхи пекех лӑпкӑ пулнишӗн юратрӗ. — Ҫиес килет пулсан, пирӗнпе пӗрле лар, сан валли те ҫитӗ. Ҫӑмӑл хумсем вылянма пуҫларӗҫ, темӗн ҫӳллӗш хум ҫитсе ҫапӑнасси инҫе те юлман, унӑн кӑпӑкланса ыткӑнакан тӑрри ӗнтӗ икӗ мильренех курӑнакан пулчӗ. Хӑнасем умӗнче-и? Нагульнов список ҫине пӑхрӗ: Банник хушаматне хирӗҫ «1930 ҫулта ҫуртырри акма палӑртнӑ ҫӗр талкӑшӗ» тенӗ графара «6» цифра тӑрать. Вӑл ҫитсенех Говэн ӑна:— Гешан, чикмек кирлӗ, — терӗ. Маркиз каллех малалла кӗрсе курӑнми пулчӗ те тепӗр самантран аллинче ача йӑтса тухрӗ. Хӑш-пӗр ҫынсене хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те ҫакӑн чухлӗ телей килсе лекмест пулӗ, тетӗп. Ҫӗрле ҫынсем тара-тара каяҫҫӗ, кайран мӗн пулать вӗсене — паллӑ мар. Ҫак йывӑҫ тем пысӑкӑш хулӑм туналлӑскер, ҫӗре туратланса кӗрекен хулӑм тымарӗсемпе ҫеҫ мар, ҫирӗп хунавсем ярса тӗреклӗн тытӑнса тӑрать. Сайра-хутра темле тискер кайӑк кӑшкӑрнисем илтӗнкелеҫҫӗ. — Пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ те ҫакӑ ҫеҫ-и? — ыйтрӗ Дик Сэнд. Унӑн ӑста пӳрнисем, праҫниксенче чан ҫапнӑ чухнехи пек янӑратса, клавишсем тӑрӑх чупса кайрӗҫ. — Мӗне кирлӗ пулчӗ-ха кунта курдюк, тӗрлӗрен хӳре таврашӗ? — Чей ӗҫетӗр-и? — чӗтрекен сасӑпа ыйтрӗ амӑшӗ. Унтан сӑмах кӗтсе илмесӗрех сасси чӗтренине пытарас шутпа хыттӑн:— Мӗн ара, ҫав териех шӑнса кайрӑм эпӗ! — терӗ. Вӗсем юнашар ҫывӑратчӗҫ, ҫӗрлесенче вара тем ҫинчен шӑппӑн сӑмахлатчӗҫ. Ман умри юманӑн ҫиеле тухнӑ тымарӗсем таврашӗнчи сӑрӑ тӗслӗ типӗ тӑпра ҫинче, юманӑн типсе тӑкӑннӑ ҫулҫисемпе йӗкелӗсем хушшипе, мӑкланса симӗсленнӗ хӑрӑк ҫапӑсем, сарӑрах симӗс мӑк тата тӗл-тӗл шӑтса тухнӑ курӑксен ҫинҫе тунисем хушшинче кӗтӗвӗпех кӑткӑсем йӑшӑлтатаҫҫӗ. Вӑл ҫупала ҫунан хӑйҫутине вӑр-вар вӗрсе сӳнтерчӗ, тӗттӗмре вырӑн сарса хучӗ, пӳртум алӑкне кӗле хурса кӗчӗ те йӗрӗнчӗклӗн, кӑштах палӑрмаллах кӳренсе, ҫапла каларӗ: — Санра казак хастарлӑхӗ йӗрӗнчӗк тумлам кӑна юлнӑ иккен. Кун пек хаяр вӑхӑтра ҫӑвара карса тӑма юрамасть! Вӑл хулпуҫҫисене хӗстерсе илчӗ, калаҫма чарӑнчӗ, ман ҫине пӑхса илчӗ те шӑппӑн юрласа ячӗ. Каллех ӑнӑҫсӑр пулсан, кӑткӑ йӑвинче шыв тата ҫӳлерех ҫӗкленет… Анчах алла усса ларма юрамасть! Ку сӑмахсене хӑй ҫумӗнче тӑракан хура япала каларӗ. — Курмастӑп, анчах илтетӗп, — теме ӗлкӗрчӗ чирлӗ ҫын, ҫӗнӗрен ыйӑха кайса. Эпӗ чылай тӳлекелесе курнӑ, хакне пӗлме пултаратӑп ӗнтӗ. Эсӗ хӑвӑн ӗмӗрне пӗтерме пултаракан тӗрӗс мар утӑм тӑвасран хӑтармашкӑн, эпӗ вилме те хатӗр. Площадьсенче карттӑсем ҫакӑнса тӑратчӗҫ, тирсе хунӑ пӗчӗк ялавсенчен тытӑннӑ хӗрлӗ ҫиппи вара, Мускав патнелле ҫывхарнӑ май, таҫта Курскпа Харьков хушшипе тӑсӑлса иртетчӗ. — Пӗр хӗрарӑма! — Унта вӑрҫӑ та пӗтетчӗ тен… Вӑл, аллипе вӑштах сулса, ҫӗлӗкне пуҫӗ ҫине лартрӗ, унтан, пӗшкӗнчӗ те, шӑл витӗр мӗкӗрсе, йӗмне хӑпартма тытӑнчӗ, вара кӗсйинчен тутӑр кӑларса, чӗркуҫҫирен ҫӳлерехре аманнӑ урине ҫыхма тытӑнчӗ. — Ан кансӗрле! — терӗҫ ӑна хуллен икӗ сасӑ тӗрлӗ енчен. Ҫапах та шӳтлӗ калаҫӑва малалла тӑсрӗ: — Хӗрарӑм ҫеҫ вӑл ҫултан пӑрӑнсан е аташса кайсан: «Ау-у-у!» тесе кӑшкӑрать. Ун ҫӳҫне, чӳлмек пек туса, кирлӗ ҫӗртен мар, Самай ҫӳлерехрен каснӑ; хӑлхи патӗнчи ҫӳҫне те хӑпартса каснӑ, ҫавна пула Емельянӑн хӗрлӗ хӑлхисем икӗ хупах пек тухса тӑраҫҫӗ, хӑйсем вырӑнта маррине сиснӗн туйӑнаҫҫӗ; унӑн ӗнсипе хӑлхисем ҫине пӑхса тӑрсан, Емельяна Егорушка питӗ телейсӗр ҫын вырӑнне хума тытӑнчӗ. Ӗҫкӗ халӑхӗ хушшинче Николай Недкович пур, вӑл пултаруллӑ каччӑ, вӗреннӗскер; вырӑс университетӗнче вӗренекен Кандов студент, кунта вӑл сывлӑхне сиплеме килнӗ, нумай вӗреннӗ, революциллӗ шухӑшлакан ҫын, социализм енне туртӑнаканскер; Вара амӑшӗ те хӑй темиҫе ҫул каярах, Киевра пани Радецкӑйӑн пансионӗнче вӗреннӗ чухне, ытти «кӑмӑллӑ искусствӑсемпе» пӗрлех музыкӑна та вӗреннине аса илчӗ. Ҫакна эпир Катьӑпа вагон коридорӗнче вуларӑмӑр та, унӑн ҫӳҫӗ ман питӗме тивнине туйрӑм эпӗ, вӑл хӑй те куҫҫуль кӑлармасӑр аран-аран чӑтса тӑчӗ. Вӑл Кара-Велюв хӗрӗ — чи пуян тупралли. Чи лайӑх каччӑсем пиллӗк таран ӑна ҫураҫасшӑн пулса хӑтана ҫӳрерӗҫ те, ашшӗ яхӑнне те ямасть… Кӑна Валька тунӑ иккен! Сана сутма килӗшмен ҫынсем тупӑнчӗҫ, — сана ҫавна пӗлсен те ҫитет! Партие чи лайӑххисене ҫеҫ, — кама хӑйсем пӗлсе тӑраҫҫӗ, кама пӗтӗм пурӑнӑҫпа тӗрӗсленӗ, — ҫавсене ҫеҫ кӗртрӗҫ. Ҫӗр, икҫӗр ҫул каярах, радио пулман чухне, сехетсен механизмӗсем те аванах ҫӳремен чухне, мӗн тумалла пулнӑ? Мӗн пулса иртни пӗтӗмпех манӑҫнӑ, халӗ вӑл ӗнтӗ сумлӑ та хисеплӗ ҫын, эппин мӗншӗн ӑна манӑн текех хирӗҫ пырас. Пурне те ним сиктермесӗр курса тӑрасшӑн пулчӗ вӑл. Амӑшӗ кӑмака ҫумӗнче путӑк кӑкӑрӗ ҫинчи кивӗ кӗпе хутламӗсене пӳрнисемпе тӳрлеткелесе тӑрать. Вӑл тӳшек ҫиттине хӑвӑрт туртса илчӗ, ӑна васкасах тӑрӑх-тӑрӑх таткалама пуҫларӗ. — Анчах хӑрушӑрах та-ҫке. «Мӗн пулать-килет, — шухӑшланӑ вӑл, пӗтӗмпех вӗриленсе кайса. Шыва хӑвӑртрах юхтарса кӑларас тесен, фальшворта шӑтарсан авантарах пулӗччӗ. Анчах ҫапла тӑвасси ҫинчен Билль Галлей шутласа та илеймест. «Ахалех Микитене итлерӗм», — тесе шухӑшланӑ Ваҫили Андрейч. Мересьев санаторин вестибюльне кӗчӗ. Кунта, тумтирсем ҫакмалли ҫӗрте, хӗррисене сенкер пуставран тунӑ картузсем ҫакӑнса тӑнӑ; кӗтессенче кегльсем, волейбол пӳскисем, крокет мӑлатукӗсем, теннис ракетисем выртнӑ. Амӑшӗ ӑна хирӗҫ йӑл кулса:— Халь кӑна эпӗ сире пирус тӗпӗ пирки каларӑм, эсир тата — именетӗр-им, тесе ыйтатӑр! — терӗ. Ҫапах та нӑйкӑшнипе ӗҫ тухмасть. Ытах та пытанас тетӗн пулсан, айванланни ҫеҫ пулать, нимӗн те тухмасть. Вӑл ӗлӗк полковой доктор пулнӑ. Ҫыран хӗрри часах пӗтӗмӗшпе куҫран ҫухалчӗ; пирӗн сулӑ мӗнле хӑвӑртлӑхпа пынине кӑтартакан нимӗнле паллӑ та юлмарӗ; сулӑ хыҫӗнче шыв кӑпӑкланса явӑнса пыман пулсан, эпӗ вӑл пӗр вырӑнтах тӑрать тесе шухӑшлама пултарнӑ пулӑттӑм. Нимӗншӗн те мар, ахалех. Вӑл, тӳсеймен енне, ӑна хулпуҫҫирен туртнӑ та:— Пӑрах ӗнтӗ! Наталья хӑлхисем шыҫичченех хӗрелсе кайрӗ те, куна хирӗҫ кӑшкӑрсах ячӗ: — Ӑҫта выртать вара вӑл, камӑн выртать? Аркадий музыкӑна чӑнах юратнӑ пулин те, ун хыҫӗнчен ирӗксӗртерех утрӗ: ӑна Одинцова хӑй ҫумӗнчен юри ӑсатнӑн туйӑнчӗ; унӑн чӗринче, ҫак ҫулсенчи ытти ҫамрӑк ҫынсенни пекех, темӗнле уҫах мар, тунсӑхлаттаракан туйӑм, юратӑва систерекен туйӑм пекки вӗреме тытӑннӑ. Павел чаплӑ пульман вагонӗ патне ҫитрӗ те, вагона кӗрес тесе, карлӑкран тытрӗ. Вырӑсла вӗреннӗ чух Серафима Петровна пире «кӑ-ва-кал» тенине ҫырма вӗрентетчӗ, е Брем ҫырнӑ кӗнекерен кӑвакалсем ҫинчен мӗн те пулин вула-вула паратчӗ. Тукса ҫӳремешкӗн калиннке те пур, анчах Томӑн калинкке патне чупса ҫитме нихӑҫан та вӑхӑт ҫитмест. — Мӗн кӑмӑла каймарӗ сире? Нагульнов, пирус чӗртсе, йӑл кулса илчӗ: — Ун пек ӗҫе эпӗ ӗлӗкех хӑнӑхнӑ. Унӑн куҫӗсем сасартӑк ялкӑшса илчӗҫ. «Кӗрех, ырӑ ҫыннӑм, пирӗннисем килте», — терӗ инвалид. Фома хӗрарӑмӑн ӗнентерӳллӗн янӑракан сассине итленӗ, анчах унӑн сӑмахӗсене нимӗнле тӑна илеймесӗр, унталла-кунталла пӑхкаласа ларнӑ. Мӗншӗн тесен эпир хӑмӑра лайӑхраха хуратпӑр, юратма ытларах тивӗҫлӗ тесе шутлатпӑр. Анчах курсах тӑратӑп эпӗ — ӗҫ кирлӗ ҫӗрелле пӑрӑнмасть иккен… — Вилсе выртсан, пӗтӗмпех! юлать. Кирлинчен ытларах пӗлни — этемшӗн пулсан — кирлине пӗлсе ҫитерейменни пекех сиенлӗ. Ҫапла ӗнтӗ, ҫутӑ ӗмӗтсем манӑн ахалех сӳнчӗҫ. Калаҫма вӑхӑт пулать-ха… Вунпилӗк фермер — пурте пӑшалсемпе. Ӑна ҫак типтерлӗ компанинче аван мар пулнӑ: сасӑсен кӗрлевӗ, музыка аслатийӗ тата пӑрахут ҫинчи тӗрлӗрен шав ӑна ҫӗтӗлтерсе тӑнӑ. Хӑюллӑ ҫулҫӳревҫӗсем вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель тӑрӑхӗпе текех ӗҫ тухмӗ тесе усӑсӑр шыраса ҫӳремӗҫ. Австралин ҫӗрӗ ҫинче Грант капитан пурри халь ӗнтӗ аванах курӑнса тӑрать, ҫавӑнпа та пурин чӗрисем те нумай иккӗленӳсемпе асапланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн сасартӑк килнӗ шанӑҫпа хавхаланса тапаҫҫӗ. Пурте ӑнӑҫлӑ пулса пырсан, Грант капитана «Дункан» Шотландине ҫитериччен икӗ уйӑхран ытла иртмест! Австралин ҫӗрӗ урлӑ каҫса кайма шутланӑ проекта ырланӑ чухне Джон Мангльс хальхинче экспедиципе пӗрле хӑй те пулас пирки пӗрре те иккӗленсе тӑмарӗ. Андрей кӑлӑхах ҫынсене лӑплантарма тӑрӑшса пӑхрӗ — унӑн сасси илтӗнмерӗ те. Эпӗ арчинче вылямалли япаласем пур пулӗ тесе шутларӑм: ман хамӑн нихӑҫан та вылямалли япала таврашӗ пулман, вӗсене юри ним вырӑнне хуман пек пулаттӑм, анчах камӑн ун пек япаласем пур — ҫав ачасенчен эпӗ пӑртак кӗвӗҫеттӗм. Ку ҫӗр шывпа пуяннине кӑтартать. Дубцов патӗнче хӑнара кулма май пурришӗн савӑнса, Ҫӑрттан мучи йӑл кулса илчӗ, анчах карчӑкӗ кунта та ун кӑмӑлне пӑсма май тупрӗ. Анчах тӗрӗссине ҫеҫ кала, нимӗн те шухӑшласа ан кӑлар. Воропаев шутланӑ пекех, ют ҫӗршыв ҫынни килнишӗн старик питӗ кӑмӑлсӑр пулчӗ. Ку вӑхӑт ыйтӑвӗ кӑна-ха. Унӑн сасси ҫав тери салхуллӑччӗ, тен, ҫавӑнпах та ӗнтӗ манӑн ӑна тӳсме ҫук курас килсе кайрӗ. — Кӑра старик… — мӑкӑртатрӗ Пантелей. Хӑйӗн батракӗсене чӗнтерсе, вӑл вӗсенчен: эсир уйра кун пек тискер кайӑксене урӑх курман-и, тесе ыйтрӗ (эпӗ вӑл мӗн тесе ыйтнине кайран пӗлтӗм). — Ҫаплах, ҫаплах, унпа ан выля! — сӑмах хушнӑ Отаки. — Никам та ҫук, пачка, — терӗ карчӑк, вӑл аллинчи шӑпӑрне пӑрахрӗ те пупа хисеп туса аллинчен сӗртӗнчӗ. Вӑл — картина, суккӑр художество, никониансен вӑййи, — вӑл япалара сывлӑш тавраш ҫук! Вӑл хӑй пукан тесе каланӑ япалана пӑхнипе ахӑлтатса кулса ячӗ. Ку ӗнтӗ мустанг пуҫ шӑммийӗ ҫеҫ пулнӑ, вӑл пукан вырӑнче пулнӑ. Вергилин ҫырса пӗтермен сӑввинчи виҫӗ сӑмаха час-часах аса илеҫҫӗ: «Аudaces fortuna juvat» («Хӑюллисене шӑпа пулӑшать…»), анчах тӗрӗс мар калаҫҫӗ. Паллах, вӑл ватӑлнӑ та, анчах хамӑр юлашки хут курнӑҫнӑран вара вӑл мана тӗреклӗрех пек курӑнчӗ. Огарнова ассӑн сывласа илчӗ те айккинелле ҫаврӑнчӗ. Никитӑна ыталама кансӗр пулчӗ. Пурте уйрӑлса хӑйсен куренӗсемпе икӗ енне икӗ ретпе тӑрса тухсан, кошевой ретсем хушшипе утса иртрӗ. «Мӗнле, пансем-тӑвансем, пӗр ӗне тепӗр енӗпе килӗшет-и?» терӗ вӑл. — Кукамай! — ӳпкелешӳллӗн те хытаруллӑн татса каларӗ Олеся. Уларах тискер кайӑк сикме хатӗрленнине курсан, телейсӗр ҫын тискеррӗн кӑшкӑрса янӑ. Малта, йывӑҫсен хушшинче, вӑл пурӑнакан ялӑн хӑй ҫутисем курӑнса кайрӗҫ; унта мӗнпурӗ те пысӑках мар вунӑ дачӑ кӑна. Белецкий шанмасӑр куҫхаршисене ҫӗклентерчӗ. — Хӑрамалли хӑрамалла та, ҫапах та кӑшкӑрсан лайӑхрах, Бекки. Тен, вӗсем пирӗн сасса илтӗҫ. Вӑл татах кӑшкӑрса янӑ. — Елена Николаевна, — сассине хӑпартса сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл; — ирӗк парсамӑр сире пӗр пӗчӗк анекдот каласа кӑтартма. Эпир сӗтел патне пытӑмӑр та, калаҫу татӑлчӗ. Хайхискерӗн шӑрчӗ йӑсӑрлансах пӑсланма тытӑнчӗ! «Ҫакӑ та тӗлӗк пулчӗ-ши?» Эпир тата кӑштах калаҫса лартӑмӑр, унтан месерле выртса, алӑсене хӗреслетсе тытрӑмӑр, пӗлӗтелле пӑхма пуҫларӑмӑр. Ытла вӑтанчӑк йытӑ пулчӗ, хӑш-пӗр хӗрарӑмран та вӑтанчӑкрах, тупата туршӑн суймастӑп! Питӗ аван, анчах кичем пулчӗ. Пӗрре — май килмерӗ, пиллӗкмӗшӗнче май килмерӗ, ҫиччӗмӗшӗнче — сурса хур! Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртнине вӑл таткаланчӑк саспа, пӑтрашуллӑ та ҫыхӑнусӑр пуплевсемпе, пӗр вӗҫӗмсӗр ӗнӗрле-ӗнӗрле те айванла междометисем хуша-хуша калама пуҫларӗ. — Мак-Набс, — терӗ те вӗсен тавлашӑвне Гленарван хутшӑнчӗ, — эсир каланӑ пек пулма пултараймасть. Эс вара мӗнле хӑтӑлкаласа юлтӑн? — Вӑл ылттӑн монограммӑсемпе илемлетнӗ йывӑр туя ҫине — Василий Васильевич парни ҫине пӳрнипе тӗллесе кӑтартрӗ. Килеҫҫӗ ют ҫынсем, ҫилӗллӗ- те ҫынна хӗрхенме пӗлмен шурӑ поляксен легионӗсем. Мучи вӑранчӗ, йытӑ мӑйӗ ҫинчи вӗрен татӑкне курчӗ, хӑйне юнашар выртакан, тусанланса пӗтнӗ ачана курчӗ те пурне те ӑнланса илчӗ. Ирсӗрсем, мур илесшӗсем, у-ухмахсем!.. — пакарти тухас пек кӑшкӑрать ача. Ҫатан урлӑ каҫса ҫӳремелли вырӑн таврашӗнче талпиҫенӗн сенкер те хӑмач пуҫӗсем мӑнаҫлӑн хӑпарса тӑраҫҫӗ, хир кантӑрӗ ашкӑрса ӳсет; ҫатан тӑрӑх, шалчасен хушшипе, вӗсене шӑнкӑрав евӗрлӗ сарӑ чечексемпе эрешлесе, кавӑн аври вайкаланса выртать; ирсенче ҫатан ҫеҫкисене сарнӑ йыт пыршипе ҫиҫет, инҫетрен вара вӑл ӑста тӗртнӗ кавир евӗрлех курӑнать. Ҫапах та пӗчӗк кӑна чечен хӑлхисене кӑтартса ҫӳҫтунисене майлаштарчӗ вӑл, эпӗ вӗсене те маннӑ иккен. Ҫӳлти коридорта тӗттӗм, ҫапах эпӗ, герцог пӳлӗмне тупса япаласене пурне те хыпашласа пӑхрӑм, вара тинех тавҫӑрса илтӗм: укҫана сыхлама король никама та шанас ҫук, ун пек ҫын мар вӑл. Ҫавӑнпа король пӳлӗмне кайса, унта ухтарма тытӑнтӑм. Темиҫе ҫын койкӑсем патнелле ыткӑнчӗҫ, такам минтерӗнчен тӗк вӗҫсе тухрӗ те трюм тӑрӑх сапаланса кайрӗ: лампа трубисем хурлӑхлӑн янӑраса илчӗҫ. — Дубцов сасси чӑнласах та тӗлӗннӗ пек пулса янӑранипе Давыдов кӑшт ҫеҫ кулса ямарӗ. Пире ҫак ӗҫе янӑ коммунистсен партийӗ сывӑ пултӑр! Воропаев аллипе сулчӗ. — Ҫӑва патне эмелӗр! Атте, итлӗр-ха, эсир мана пӗтересех тетӗр пулсан, эпӗ хӳтлӗх тупатӑп. — Ий-я… Становой каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, — ҫынсем ун тавра салхуллӑн, ним чӗнмесӗр, хӗсӗк те тӗттӗм ункӑ туса кӗпӗрленчӗҫ. Часах княжна патӗнчен те хӑш-пӗрисем мана итлес тесе пычӗҫ; пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗнех хайхискерсем пурте ман ушкӑна хутшӑнчӗҫ. Анчах нумай пурӑнсан — хуйхи нумай, вӑйӗ сахал, ӑсӗ-тӑнӗ пачах та ҫук… Варринчи пӗрремӗш рангри военврач Мировольский пуринчен те ҫӳлӗрех курӑннӑ. Талькав кӑтартнӑ паллӑпа Гленарван ун вырӑнне тӑчӗ. Индеец ая сарнӑ курӑксемпе вучахра ҫунса пӗтменнисене пуҫтарса илсе пурне те рамада алӑкӗ патне пырса пӑрахрӗ те, вӗсем ҫине сӳнмен кӑвар сапаласа тӑкрӗ. Карта тытса ҫавӑрӑннӑ ем-ешӗл хирсем куҫ курма пултарнӑ таранах йӗри-тавра сарӑлса выртаҫҫӗ. — «Хӑрать вӑл, эсир, сунарҫӑсем, тен, армана вут тивертсе хӑваратӑр; ав, сирӗн пӑшалӑрсем мӗнле». Пӗри пуриншӗн, пурӗ пӗриншӗн — ҫавӑн пек пулмалла пирӗн закон, эпир тӑшмана ҫӗнтерес тетпӗр пулсан! — Ара. Шӑп та ӗнтӗ ҫак шавлӑ кайӑксемпе тӑрмашни танкиста чӗмсӗрлӗхрен хӑтарчӗ. — Эппин, ку ферма… Таврара шӑплӑх, ҫӑлтӑрсем ҫеҫ ҫӳлтен йӑлтӑртатса пӑхаҫҫӗ. — Тубянск хирӗнче эсӗ хӑв та лобогрейкӑпа ҫӳрерӗн! Каяр, манӑн санпа калаҫмалли сӑмахсем пур. — Икӗ арҫын ачапа пӗр хӗрача, — тесе ӑнлантарнӑ хыҫҫӑн вӑл ҫапла хушса хурать: — Рене-Жан, Гро-Ален, Жоржетта. Вӑрманти тӗксӗмлӗх кӑштах уҫӑлма та пуҫларӗ. Сема амӑшӗ кухньӑран чупса тухать те манран, управдома курман-и, тесе ыйтать. Офицер каллех пуҫне ҫӗклерӗ те, Николайӑн сарлака кӗлетки ҫине шӑтарас пек пӑхса илсе, сӑмса витӗр:— Н-но… илсе хурӑр… — терӗ. Вӑл сехри хӑпнӑ пек ахлатса илнӗ. — Ҫук, кирлӗ, хальхинче те пулсан кирлӗ, — тесе хирӗҫлерӗ Мак-Набс, ҫав тӗрлех ҫине тӑрса. — Халӗ ӗнтӗ эпӗ санӑн вӑрттӑн ӗҫӳсене витӗр пӗлсе тӑратӑп. Халех, халех кӑларӑр! Сӑр ҫинчи туйӑм мар вӑл, Пирӗн юншӑн — пӑлхату,Вара каллех шӑпланать. Халех тармалла. Ҫапла пычӗ манӑн пурнӑҫ — пӗтӗмӗшпе илсен, питех те начар мар. Юратмастӑп эп шыва кӗме… — терӗ Вася. — Хӑв ҫуратнӑ, анне, никама айӑпламалли те ҫук. — Эсӗ нимӗн те пӗлместӗн, Зеб Стумп, — тесе калаҫма пуҫланӑ регуляторсен пуҫлӑхӗ, хӑй ҫак ӗҫе хутшӑннине тӳрре кӑларас шутпа. Вӗтлӗхре выртакан ҫынна асӑрханӑ йытӑсем Огнянов патне пычӗҫ те шӑршласа пӑхнӑ хыҫҫӑн малалла юртса кайрӗҫ. Эпӗ ҫуралассах именчӗк ҫуралнӑ, хама илемсӗр тесе шутлани пушшех те иментерет. Ачана ҫывӑрма вырттарни те ҫур сехете яхӑн иртнӗ. Ҫӑра виноградниксенчи ту тайлӑмӗсем, инҫетре аялта — тинӗс… Тепӗр эрнерен калаҫма пуҫларӗ, хӑйне мӗн каланине те ӑнланакан пулчӗ. Вӗсенчен маларах тухса тӑрас тесе, вӑл хӑвӑрт Андрейпа юнашар пырса тӑчӗ. Акӑ мӗнле туслӑх пулнӑ иккен пирӗн хушӑра, — тет ҫак: — эпӗ аманса ӳкнӗ, вилеслех вилнӗ темелле, вӑл вара хӑраса ӳкнӗ те, мана тӑшмансен аллине хӑварса, тухса тарнӑ. Андрей хӑйне темле лӑпкӑ мар тыткаларӗ, калаҫма тытӑнчӗ, кулчӗ, унтан сасартӑках калаҫма чарӑнса шӑхӑрма пуҫларӗ. Елена, ачашшӑн кулкаласа, ӑна куҫран пӑхрӗ… мӗн чухлӗ телей вӗсенче… Инкек ҫав тери пысӑк пулнипе хуйӑха мганнгсем — ҫумӑр чӗнсе илекен е хуса яракан тухатмӑшсем — ҫеҫ сирме пултараҫҫӗ. Хама ан асӑрхаччӑр тесе, эпӗ зал алӑкӗнчен вӗлт ҫеҫ кӗрсе кайрӑм, шухӑша путанҫи тата хӑнасем килнине пачах пӗлменҫи пулса, каллӗ-маллӗ уткалама шут тытрӑм. Кун пек йытӑ, хаярланса кайсан, хӑрушӑ тӑшман пулма пултарать, ҫавӑнпа ҫак вӑйлӑ йытта курсан Негоро ытлах савӑнса ӳкменнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Ҫапла, пӗррехинче вӑл Суслов старикрен ыйтрӗ: — Мӗншӗн-ха эсир, ватӑ ҫын, ҫавӑн пек суятӑр? Тӗп пролетари ҫынни Артём, тем пирки чипер сӑн-сӑпатлӑ ҫӗвӗҫ-работница Гальӑпа виҫӗ ҫул хушши пынӑ туслӑха татрӗ те пилӗк ҫынлӑ, пӗр ӗҫлекен ҫук ҫемьене, нимӗнпе те палӑрса тӑман Стёша патне, киле кӗчӗ. Кӗркунне шӑпах туй тумалли вӑхӑт, — терӗ. Икӗ миля ҫурӑ пек ансан чарӑнтӑм та Джексон утравне куртӑм. Анчах малтанхи ӑнӑҫу, хӑй пысӑках мар пулин те, — яланах хаклӑ! Пирӗн аттесем, эпир хамӑр та хамӑр пурӑнӑҫ тӑршшӗнче Потоцкисем валли йӑлтах ӗҫленӗ. Мӗн май килнӗ таран вӑл тулли пурнӑҫпа пурӑнать, вӑл хӑйӗн суккӑрлӑхне туймасть, теме пулать. Пӗрре, эпӗ карташӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтра, магазин алӑкӗ умӗнче тин ҫеҫ килнӗ тавар ещӗкне уҫнӑ чухне, ман пата чиркӳ хуралҫи пырса тӑчӗ; вӑл чалӑш аяклӑ старикчӗ, тутӑр татӑккисенчен тунӑ пек ҫемҫескерччӗ, ҫи-пуҫне йытӑсем турткаласа ҫӗтсе пӗтернӗ пекчӗ. — Кашниншӗн пулмалла та, анчах саншӑн мар пулас… — терӗ старик шӑппӑн. — Сылтӑмалла каймалла пулсан, сылтӑмалла кай, — тенӗ Ваҫили Андрейчӗ, тилхепене парса, шӑннӑ аллисене ҫанӑсем ӑшне чиксе. Эпӗ ҫакна кӑна пӗлетӗп! эпӗ вырӑн ҫинчен урӑх тӑрас ҫук. Ку вӑл, санашкал каласан, факт! — О, айван! Анчах ҫавӑн пирки вӑл нумай ҫул хушши никама та каласа паман, ун ҫинчен хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсене ҫеҫ пӗлтернӗ. Мӗншӗн-ха Коперник хӑйӗн ӗҫне тӳрех пичетлесе кӑларман? Чиркӳ ҫыннисем хӑйне тытса асап кӑтартасран хӑранӑ вӑл, ҫак ҫӗнӗ чӑнлӑх библи вӗрентнине хирӗҫ пынӑ-ҫке, ҫавӑнпа хӑйне чиркӳ ҫыннисем айӑп кӑтартасса вӑл лайӑх ӑнланнӑ. Пичуков унӑн ҫӗрне сухаласа пӑрахнӑ та, сухаланӑ ҫӗр ҫинче унӑн арӑмне хӗнесе хӑварнӑ пулнӑ. Ҫулпуҫӗ умӗнче кӗҫӗнрех рангра тӑракан тӑхӑр салтак лараҫҫӗ. Вӗсем те ҫулпуҫӗ евӗрлех сиввӗн пӑхаҫҫӗ, хӗҫпӑшалӗсем те ҫулпуҫӗнни пекех. Дубков мана илтмӗш пулчӗ, урӑх еннелле ҫаврӑнчӗ. Мана ҫав тери савӑк. Эпӗ вара хама хам чи путсӗр, чи юрӑхсӑр йӗксӗк пек туйрӑм. Питех те лайӑх пулать, факт! Юхӑм вӗсене аяккарах та аяккарах илсе кайрӗ, вут ҫути пӗчӗкленсе пычӗ. Ҫар ҫыннисен йышши кӑвак костюм тата кӑвак картуз ҫав ҫын никам та мар, кавалерири отставной капитан Кассий Кольхаун пулнине пӗлтернӗ. Ку тӗлти шӑмӑсем мӗншӗн пурте пӗр ҫӗрте купаланса выртнине ҫулҫӳревҫӗсенчен пӗри те пӗлеймерӗҫ. Анчах ҫав вӑрӑм-тӑсӑлчӑк кунсем — эпӗ чӗрӗ-сывӑ чухнехи тапхӑр, — эпӗ вара ылханлӑ курупкара кӑна пурӑнаятӑп, — никама та, нимӗне те шанма май ҫук нумай-нумай кун, эпӗ вара пӗтӗм ҫут тӗнчере — пӗр пӗччен. — Пӗтӗмпех пӗлместӗр эсир! — юнавлӑн каланӑ Фома, ура ҫине тӑрса. Ӗҫсем пурте лайӑх пулса пынӑ, ҫак ырӑ кунсем мӗн чухлӗ вӑхӑта тӑсӑласси никамшӑн та паллӑ пулман. Зей Стумп сунарҫӑ ӗҫӗсене питӗ аван пӗлсе тӑнӑ та, ҫавӑнпа вӑл халӗ пуринчен ытла калаҫнинчен тӗлӗнмелли те ҫук. — Вӑл ача — ман пиччен ывӑлӗ пулать. Хӗрарӑм мексиканки — Исидора-и? — Революци ҫав ӗнтӗ. — Мускава ӑсатма кирлӗ мар, эпӗ кунтах, медсанбатрах сываласшӑн… Унӑн атӑ сӑмсисем ҫавӑн чухнехи модӑпа, коньки пек, питӗ ҫӳлелле таврӑнса тӑраҫҫӗ, — ун пек пултӑрччӗ тесе, ҫамрӑк ҫынсем вӑл вӑхӑтра питӗ хытӑ тӑрӑшнӑ: сехечӗ-сехечӗпе стена ҫумӗнче ларса, хӑйсен атӑ-пушмак сӑмсисене стена ҫумне пӑчӑртаса тытса тӑнӑ. Эпир вал ҫине, хӑй тӗллӗнех пулнӑ тӗмеске ҫине, йӑвӑ юпасем лартса ҫирӗплетнӗ вырӑна кайрӑмӑр. Король майри маншӑн — ку тӑван ҫӗршывӗшӗн тунсӑхламасть-ши, тесе пӗрмаях пӑшӑрханатчӗ, май килсен, мана кашнинчех мӗнле те пулин йӑпатма тӑрӑшатчӗ. — Унпа калаҫса пӑхас-и? Серёнькӑпа Федька та пырса кӗчӗҫ. Макар ун ури айӗнче тӑм чӑштӑртатнине те, хыт хуран типӗ тунисем хуҫӑлнине те илтменччӗ, хӑйӗнчен пӗр пилӗк утӑмра малалла ӳпӗнсе тӑракан ҫын мӗлкине курсан, вӑл шартах сикрӗ. Эпӗ пурне те тӳсме хатӗр, анчах тепӗр хут строя тӑмалла пултӑрччӗ. — Ку мӗншӗн апла? — ыйтрӗ вӑл, ҫамкине пӗркелентерсе. — Ҫук, — терӗ пуҫлӑхӗ, урайӗнче выртакан ҫынна тинкерсе пӑхса, — вӑл вилӗ ӳсӗр анчах. Санӑн Павел». Ҫӗлӗке тӑхӑнатӑп та килелле уттаратӑп. Ун чух темиҫе ҫул хушши ҫӳрессине халь пӗр эрне, икӗ эрне хушшинчех ирттерме пулать. Ҫакӑнтан нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук: ун чухне самолетсем мар, чугун ҫулсемпе пӑрахутсем те пулман. — Ҫапла. Сӗтел ҫинче виҫӗ кӗленче ларчӗ — ҫуттипе, хӗрлӗ эрехпе те мадерӑпалан, — тӗрӗс, пуҫланӑскерсемччӗ ӗнтӗ тата хитре кӗмӗл пӑкӑсемпе питӗрнӗскерсем, анчах хаклӑ йышшисем, ют ҫӗршывсенче кӑларнӑ чаплӑ маркӑллисем. Кунта урапа таврашӗ кӗмсӗртетни те, суту-илӳҫӗсем кӑшкӑрашни те, кимӗҫӗсем чӗнсе кӑшкӑрни те, — нимӗн те хӑлхана кӗмест. — Чӑнах, пӗлместӗп ӗнтӗ, капитан: урапи-мӗнӗпе 90 тенке ларчӗ. Ку вӑл Тосун-бей ушкӑнӗн пӗр пайӗ кӑначчӗ-ха — Клисурӑран хӗвелтухӑҫ енчи ялсенчен пынӑ ҫӗршер башибузуксен ушкӑнӗччӗ. Ҫӗр урайӗнче чӗрӗ сывлӑшпа шуралса кайнӑ шӑмӑсем выртаҫҫӗ. Вилнисем пирки никам та шухӑша илес ҫук. Чӗррин кӑна пурнӑҫ курмашкӑн тивӗҫӗ пур. Ачи — йӗркеллӗскерччӗ, тӑнлӑ-пуҫлӑскер. Вӑл сана хӑй майлах ҫавӑрать. Пусмассерен ҫав тери ыратнӑ. Унта, аялта, пӗтӗмпех ҫунса, кӗрлесе, чӗтресе тӑнине, аманса пӗтнӗ ҫӗр тӑрӑх, тӗтӗмпе хӑрӑм хушшинче вилӗм ашкӑнса ҫӳренине ӗненес те килмест. Акӑ ӗнтӗ ҫитрӗмӗр те эпир; пӑхатпӑр: алӑкӗсемпе чӳрече хупӑлчисене шалтан питӗрнӗ пӳрт тавра халӑх пухӑннӑ. Манӑн туссем ҫук, — вӗсене каламалли те ҫук. — Эпӗ пачах… унпа мар, — терӗ Николай Артемьевич, паҫӑрхи пекех Шубин ҫине пӑхасшӑн мар пулса. Вӑл тутарсен енчи хӑмӑш хушшинче те, пирӗн енче те пурӑнать. Вӑл икӗ уран чӗвӗн тӑрать, каялла чакать те хӑйне тапӑнакан вӑрӑ-хурахсене хыҫҫӑн туртса каять. — Ивтрӗм, ивтрӗм, — терӗ вӑл юрласа тухакан саспа пӗлтерӗшлӗн. — Анчах асту, ан йӑнӑш! Савельич ларчӑк ҫинче ыйӑхласа пырать. Робеспьер ун ҫине пӑхса илчӗ те лӑпкӑн:— Тӑшман ӑҫта пулни ҫинчен тавлашни ҫитӗ. Куратӑп-ҫке ҫынсем мӗнле пурӑннине… ну, апла пулсан, вӗсен майлӑ пурӑнас пулать. — Тӗслӗхрен, эсир вӗт, — каҫарӑр ман ыйтӑва, — эсир пуян ҫынна качча тухман пулӑттӑр вӗт? «Мӗнпе кӳрентертӗм вара сире, Иван Иванович? Мӗн тумалла-ха пирӗн? Манӑн вӑл панине, анне унтан парне илнине темшӗн ӗненес килместчӗ. Е тата унтан та начартарах: айӑпсӑр тесе кӑтартасшӑн пулса, усал ӗҫе юриех ҫавӑн пек хӑюллӑн, чӑрсӑррӑн тӑваҫҫӗ. — Унтан вара ҫӳлелле пӑхса, пӗчӗкҫеҫ юпана силле-силле, кӑшкӑрса ячӗ: — Эпӗ те сирӗншӗн кӑтартӑп! Хӑй пек тантӑшӗсенчен хӑйне темӗскер уйӑрса тӑнине вӑл хӑй те туйнӑ, анчах мӗскер вӑл — ӑна Фома ӑнланса илеймен. — Халӗ, ан тив, пурте тухчӑр. Вӑт мӗнле! Атя, ватӑ тусӑм, тӑлӑх арӑм сана ытлах ан хӗсӗрлетӗр тесе, эпӗ ӑна тархаслӑп. Вӑл куҫран ҫухалчӗ. — Эпӗ ещӗксене нумай пулмасть тасатнӑччӗ, анчах каллех тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр мӗн чухлӗ пухӑннӑ, шуйттан. Яланхи пекех стенасем ҫумӗнче ҫырса пӗтермен, сӑн-питсӗр турӑшсем тайӑнса тӑратчӗҫ, мачча ҫумне кӗленче шарсем ҫыпҫӑнса ларнӑччӗ. Никам та сире тата сире хирӗҫ тӑракан ҫынна та пӗр-пӗрне вӗлерме чармасть, хӑвӑр кӑмӑла каять пулсан. Акӑ, сӑмахран, винтовкӑн боскӗ пур, унпала пистона ҫапса ҫӗмӗреҫҫӗ, — ҫавна ударник теҫҫӗ. Винтовкӑра вӑл япала — чи кирли, унсӑрӑн персе яраймастӑн… Колхозра та вара ҫавнашкалах: ударник чи кирлӗ этем, ӑнлантӑн-и? Пӳрнепе ҫапла ним шутламасӑр тӗкес пулсан, мана та лекме пулать. Халь ӗнтӗ вӑл текех Бил ҫинчен, «вӗтӗ хулӑсен ҫӗршывӗ» ҫинчен тата ӳпӗнтерсе хунӑ кимӗ айӗнчи апат-ҫимӗҫсем ҫинчен те шухӑшламарӗ. Амӑшӗн куҫӗ умӗнче шурса кайнӑ, чӗтрекен туталлӑ пӑлханчӑк ҫынсем вӗлтлетрӗҫ, пӗр хӗрарӑмӑн пичӗ тӑрӑх кӳреннипе куҫҫуль юхса анчӗ. Хӑйнех патӑм вӗт эпӗ. Алексее ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем пурте ҫӗрпӳртрен тулалла васкаса тухрӗҫ. — Акӑ сана ят пекки! — тӗртсе илчӗ Ровоама хаджи пике. — Ӑҫта? Вӑрҫӑ ӑнланӑвӗ вара ҫавӑнтах пӗтсе те ларать, ун чух, паллах ӗнтӗ, ҫак «йӗркене иккӗлет!» те «сылтӑмалла ҫурма ҫаврӑну!» таврашсем нихӑҫан та, нихӑҫан та пулмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вӗсем ним тума та юрӑхсӑр… Тутисене тӑп тытнӑ, куҫӗсем шухӑшлӑ пӑхнӑран ку хӗрача нихҫан та кулассӑн туйӑнмасть, анчах ун пек ҫын кулли ытармалла мар илӗртӳллӗ пулать. — Каятӑп… «Киле таврӑнатӑп. Мӗн илсе пытӑр-ха эсӗр унта? Катьӑна, Катерина Ивановна, теҫҫӗ. — Эпӗ хамӑнни ҫинчен калатӑп. Вӑл сӗтел умӗнче темӗн аппаланать: малтан михӗ ҫыххине салтрӗ, унтан саппунпа хут таткине сирчӗ, вара вӗсем айӗнчен пӗчӗк чугун курӑнчӗ; чугунне уҫсанах пӳлӗме ҫав тери тутлӑ та ҫуллӑ яшка шӑрши сарӑлчӗ. Чунӗ ун пӗрре те лӑпкӑ мар. 20 миллион градус таран хӗрнӗ Хӗвелӗн пӗр пӗрчи ҫеҫ Ҫӗр ҫине ӳкес пулсан, ҫав пӗрчӗ хӑй йӗри-тавра 100 километра ҫитиччен мӗн пуррине пачах ҫунтарса янӑ пулӗччӗ. Эсир каятӑр-и? — Итлӗр-ха! — кӳренчӗклӗн каларӗ вӑл. «Ак мӗнле тӗлӗнмелле япала»! шухӑшларӗ тимӗрҫе, тӗлӗннипе ҫӑварне карса, хӑй ҫав самантрах ҫакна асӑрхарӗ: хуран кукли ун ҫӑварне кӗме хӑтланса тутине хӑймапа варалама та ӗлкерчӗ. Егорушка ӗмӗрне те ҫакӑн чухлӗ пысӑк укҫа купи курманччӗ-ха. Элен Гленарван сана пӑрахмасть. — Усал мар вырӑн ҫак утрав, — терӗ вӑл. Усал мар вырӑн арҫын ачашӑн. Ухмах! Вӑл халӗ те-ха Петербургри пурнӑҫпах сӗмленсе пурӑнать, чипер йӗкӗтсене юратакан барыня ӑна хӑй патне праҫник тума илсе кайнисем, Мускаври сенатор патӗнче пулса пысӑк балра ташлани халӗ те-ха ун куҫӗ умӗнчех. — Кайса кил, кайса кил тенӗ сана, — хистерӗ уксахӗ, — пӗтӗмпех хупман-ха, пирӗн ятпа, пӗр хупах та пулин ӗҫлеме кирлӗ. Эпӗ хамӑр вуланӑ ҫырусене аса илме тытӑнтӑм. Чӳрече умӗнче такам ҫӳрет тата палланӑ сасӑ илтӗнет. Айта ҫыран хӗррине тухар… Ман хуҫа тата таврара пурӑнакан гуигнгнмсем ӑна кул-енех совет членӗсем йышӑннине пурнӑҫлама хисеплени ҫинчен, вӑл совет йышӑннине пурнӑҫламасӑр тӑма пултарайманни ҫинчен каласа пачӗ. Манран ҫирӗм утӑмсенче сасӑ илтӗнчӗ: — Эй, турӑ, ку эсӗ-и, ывӑлӑм? Мӗн ӗҫ пур вара сан ҫавсен пирки? — Вара? — Каллех ӑна суйлаҫҫӗ-и? «Ну, шутлатӑп, турра шӗкӗр, шуйттан Трофимӗ ӑҫта та пулин сулхӑнра канать е урамра, курӑк ҫисе ҫӳрет пулмалла-ха». — Ан, Роберт, — терӗ Гленарван. — Хӗпӗртӗр ӗнтӗ хӑвӑр мӗн туса хунипе, — терӗ Сен-Жером мана ҫӳле илсе кайнӑ чух. Вут ҫулӑмӗ ӑшӗнчен пӗр хӗрарӑм ҫеҫ мар хӑйӗн юр пек шурӑ аллисене пӗлӗтелле йӑтса нӳрлӗ ҫӗр ҫурӑлмалла, ҫеҫенхирти курак хӗрхенсе ҫӗрелле усӑнмалла мӗскӗннӗн кӑшкӑрчӗ. Ывӑнтӑм эпӗ. Эпӗ чикессе чикрӗм, анчах хам: «Халех ӑна касса татаҫҫӗ ӗнтӗ», — тесе шухӑшлатӑп. Анчах та вӑл ҫав вӑхӑтрах тӗлӗнмелле шухӑш та пулса тӑчӗ, ҫав шухӑша пӗр Иван Иваныч тухтӑр ҫеҫ ҫирӗплетме пултарать. Крэнкбиль атте тӗрмере ларса тухни ҫинчен пӗтӗм Монмартр урамӗ пӗлнӗ, пӗтӗм Монмартр урамӗ аяккалла парӑннӑ унтан. Пурте палламӗш пулса ирте-ирте кайнӑ. Вӑл паллӑ пачӗ, карап ҫӗкленчӗ, пӗкӗ пек ҫаврӑнчӗ те халӗ шӑллӑ-шӑллӑ ту тӑррисем еннелле вӗҫет. — Чим-ха, ҫӳҫне тура. Анчах вӑл ӳкерни пӗтӗмпех начар тухрӗ! Леш ҫын сулкаланса ҫыран тӑрӑх утать, хӑй пӗтӗм вӑйӗпе акӑлчансем урамра юрлакан юрра юрлать. — Радуб сержант, татӑклӑн калӑр: эсир Говэн командира каҫарасшӑн-и? Анчах ватӑ сунарҫӑн ун пек кӑмӑл пулман. — Курӑпӑр-ха. Пӗрре, темле майпала казаксен пӗр чылай пысӑк ушкӑнне аркатса хӑваласа яма пултарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ хӑй юлташӗсенчен тӑрса юлнӑ казак ҫине ҫитсе тӑрӑнтӑм; эпӗ ӑна алӑри турок хӗҫӗпе пӗррех сулса касма хатӗрччӗ, вӑл сасартӑк ҫӗлӗкне хыврӗ те: — Сывӑ-и, Петр Андреич! Никам та ним те чӗнмерӗ. Вӑл ҫара уран, кивелнӗ, якалнӑ бархат евӗр шӑлаварпа, ҫара пуҫӑн, ҫурӑк ҫухавиллӗ вараланчӑк ҫитсӑ кӗпепе; кӗпи ҫурӑкӗнчен унӑн кӗрен тӗслӗ ӳчӗ тата туртӑннӑ, типшек, кӗтеслӗ шӑммисем курӑнса тӑнӑ. Таврара пӗтӗмпех вӑраххӑн шуса, хумханса тӑчӗ, тӳпере пӗр-пӗрне хӑваласа иртсе, сӑрӑ пӗлӗтсем юхаҫҫӗ, ҫул икӗ енӗпе йӗпе йывӑҫсем ҫара турачӗсене сулкаласа юлаҫҫӗ, уйсем таҫта ҫитиех сарӑлаҫҫӗ, сӑртсем куҫ умне тухаҫҫӗ те курӑнми пулса юлаҫҫӗ. Ҫак хӑрушӑ сасӑ симӗс лӑсӑллӑ туратсем хушшинче ҫухалчӗ. — Тухса каятӑп, — кӗрлесе илчӗ Молчун. Татьяна Юрьевнӑн упӑшки ҫеҫ пулнӑ вӑл. Хӗрсем ҫук кунта, театр та ҫук. Ача Вильсон тусӗпе пӗрле, кушак пекех, чӑтлӑх туратсен хушшине хӑпарса кайрӗ. — Тристан д'Акунья историне пӗтерес тесе эпӗ тата ҫакна хушса хуратӑп, — терӗ малалла Паганель. Эпӗ унта та, кунта та пытантӑм, пур ҫӗрте те мана етресем тӳрех ман ҫинелле килнӗ пек туйӑнчӗҫ. Сунарҫӑ хӑйне татах чӗнтерсе тӑратмарӗ, хӳшӗ алӑк сули урлӑ каҫса, тӗрексӗр пукан ҫине кӗрсе ларчӗ. Укҫисене шутласа пӑхрӗҫ. Халӗ те ҫавах, самолётсене курсан, вӑл вилӗм ҫинчен шухӑшламарӗ. Эсӗ тата мӗн ҫӑварна карса тӑрса юлнӑ? Ҫывӑрса кайнӑ та, хӑйне такам ятран чӗннине илтет. — Тарас пулать. Сасартӑк Исидорӑн пуҫне телейлӗ шухӑш пырса кӗрет. Кам пӗлмест — ҫӗр каҫиччен вӗреннӗ пултӑр. — Есть! — ответлерӗ Лозневой. Эпӗ чӗлхесем пӗлетӗп, эпӗ хама кирек мӗнле обществӑра та тытма пултаратӑп, манра — куна эп калама та пӗлейместӗп — ҫавнашкал япала пур, чун ҫаврӑнӑҫӗ, эпӗ кирек ӑҫта та хама кӑтартма, хуть мӗнле ҫӗрте те вырӑн тупма пултараканскер… Ӑна, ҫак ачаранпах палласа ӳснӗ вырӑнсене, вӑл ӗнер кӑна пӑрахса хӑварса, паян ирхи поездпах каялла ҫавӑрӑнса килнӗ пек туйӑнать. Шӑтӑк ӑшӗнче мрамор шарик выртать. Анса ларакан хӗвел чалӑш ҫутӑ пайӑркисемпе пит савӑнӑҫлӑ та чаплӑ обществӑна ҫутатса янӑ; кун пек общество Каса-дель-Корво азотеи ҫинче нихҫан та пуҫтарӑнман пулӗ. — Ӑт, тархасшӑн, ӑҫта такӑнассине шырӑр та тупӑр ӗнтӗ халь! — аллисене сарса пӑрахса та шывланчӑк куҫӗсене тӗлӗнӳллӗн чарӑлтарса, калаҫрӗ Слива. — Урӑхла каласан, пӗлтерем эп сире: кашни генералӑн шӑп та шай хӑйӗн фантазийӗ. Вара: «Эсир чухӑн ҫын, эпӗ сирӗн укҫӑра илместӗп, анчах сире пулӑшӑп, — терӗ сержант. Ҫакнашкал пысӑк ӗҫ ҫинчен мӗншӗн кил картинче калаҫмалла-ха пирӗн?! — терӗ. Кам экспедици валли чаплӑ йытӑсем туянтӑм тесе пин хутчен мухтанчӗ? Матроссене ҫыран хӗррине уҫӑлса ҫӳреме яратпӑр. Салхуллӑ шухӑшсем ӑна яланах ыйӑха янӑ. Ромашов мӗн каланине тавҫӑрса илесчӗ тесе унран илтнӗ сӑмахсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне суйлама тытӑнтӑм, доктор Полярнӑйра службӑра тӑрать тенине ӑнкарса илтӗм. Малта пыракан бизон амисем ун хыҫҫӑн пӑрӑннӑ, анчах чул куписем хыҫӗнчен сиксе тухнӑ хӑвалакансем вӗсен ҫулне пӳлсе хунӑ. Манӑн ӗлӗкхи вӑхӑтра, йӗкӗт, пӗррехинче ҫакӑн пек япала пулса иртрӗ. Петр Овчаров, Райчин, Спирдончо, Иван Остен тата ыттисем те пулас пӑлхав пирки сӑмах хускатса ячӗҫ. Эсӗ халиччен маншӑн тӑрӑшрӑн, халӗ мана черет ҫитрӗ. Ҫав тапхӑрта тӗнче центрӗ — Ылтӑн Пин Хапха хули, — халӗ океан тӗпӗнче выртаканскер. Мӗн кирлине хатӗрлесен, вӑл хӑйӗн кресли ҫине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларчӗ те шалтан тухнӑ пек туйӑнакан сасӑпа ҫапла каласа ҫыртарчӗ: «Von al-len Lei-ten-schaf-ten die grau-samste ist… haben Sie geschrieben?» Ют ҫыннӑн сӑвӑсне яланах хурлама пӑхаҫҫӗ. — Мӗнле апла? Пит вирлӗ каланӑ! Кайрӑмӑр. Анафемӑран ахаль ҫынсем ҫеҫ мар, княҫсемпе корольсем те хӑраса, чӗтресе тӑнӑ, ҫавӑн пек вӑйлӑ влаҫлӑ чиркӳпе кӗрешме вӗсен те вӑйӗ ҫитмен. Юлашкинчен «Пилигрим» вӗсем вилнӗ тӗле ҫитсен, Уэлдон миссис чӗркуҫленчӗ те аллисене ҫӳлелле ҫӗклерӗ. Эпӗ, тен, часах кунтан пуҫӗпех тухса каятӑп пулӗ. Тата пӗр минутран эпӗ йӗрсе яратӑп, вара эсир мана шеллӗр. «Мӗнле намӑс мар сана? — терӗ Ганна, лешӗ калаҫма чарӑнсан. Хӑйне хӑй шеллени ӑна хурлантарса ячӗ, вӑл кӑштах макӑрса та илчӗ, сӑмсине шӑнкарчӗ, унтан хӗрелнӗ куҫне кӗпи ҫаннипе шӑлса илчӗ те тӗлӗрме пуҫларӗ. Эпир уншӑн пурте ыйтатпӑр. Ӑна шыраса тупаятӑн-и? — Хӑҫан та пулин тӑшманпа тытӑҫса курнӑ-и эс? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл пиччӗшӗнчен, хӑй унпа калаҫасшӑн пулманнине пачах манса. Токарев хуларан ҫиленсе тавӑрӑнчӗ, вӑл Холява пӳлӗмне актива пухрӗ те кӳренмелле хыпарсем пӗлтерчӗ. — Аха! — илтрӗ вӑл Марьен ҫуйӑхнӑ сассине. — Кирек мӗншӗн пултӑр, ҫавах мар-и сана, Гек, анчах вӑл урӑх таврӑнмасть. — Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн ҫынсем чӗрӗ юлнӑ пулсан та, — терӗ Халл капитан, — шывсӑр, апатсӑр ку таранччен вилнӗ ӗнтӗ: камбузра туллиех шыв. Ҫавӑнпа та ҫулҫӳревҫӗсем халиччен те куҫса ҫӳрекенсене те, кациксем пуҫ пулса тӑрса пӗр ҫӗрте пурӑнакан йӑхсене те тӗл пулмарӗҫ. Горизонтра пӗр пӗччен юланутҫӑна курсан та лешӗ часрах куҫран ҫухалма васкать, палламан ҫынсемпе тӗл пулас килмест пулмалла. Мана хирӗҫ карчӑк кӑкӑрӗнче темӗн лӑнкӑртатрӗ, темӗн хӑрӑлтатрӗ; унтан унӑн ӑшлатакан шӑлсӑр ҫӑварӗнчен ӑнланса пӗтермелле мар сасӑсем сирпӗнсе тухрӗҫ, сывлӑшсӑр пулнӑ ватӑ курак кранклатнӑ пек те туйӑнчӗҫ вӗсем, сасартӑк татӑлса ларнӑ хӑйӑлти фистула пек те. Пӗр ачи, лайӑхраххине урӑх нимӗн те тупаймасӑр, мухтансах:— Лайӑх хӗртрӗ-ҫке мана Том Сойер… Кӗҫӗн врачӑн чирлисене мансӑрах пӑхма тытӑнмалла пулать. Мганнга ҫине тапӑнса, ун ҫийӗнчен тумтирне, илемлетекен япалисене хывма, вӗсене хӑй ҫине тӑхӑнма, ҫакса яма, ҫаратнӑ ҫынна лианӑсемпе шуйттан та салтмалла мар ҫыхма, ҫыхса хунӑ мганнга пек ӳтне сӑрлама, ҫумӑра вӗрсе-тухатма пултаракан пек хӑтланма темиҫе сехет ҫеҫ кирлӗ пулчӗ, тӗттӗм ҫынсем тӗлӗнмелле ӗненни ҫакна чип-чиперех тума пулӑшрӗ. Кам пуринчен тутлӑрах ӗҫет? Наталья Савишна, эпӗ йӗрсе макӑрса янине курсанах, ман патӑмран пӑрахса тарчӗ, уткаласа ҫӳренӗ май эпӗ хама кӳрентернӗшӗн чӑрсӑр Наталие епле тавӑрас пирки шухӑшларӑм. Вара сасӑсем чарӑнчӗҫ те вӑрман пӗр хӑй кӑна, — «Кунта эпӗ патша, эпӗ хуҫа, эпӗ кунта пуринчен те вӑйлӑрах!» — тенӗ пек, каллех хӑрушшӑн кашла пуҫларӗ. Эпӗ магазина вӗҫтерсе кӗтӗм те сывлӑш та ҫавӑраймастӑп. Халь ӗнтӗ ҫакӑн пек ҫулҫӳреве тухас вӑхӑт инҫех те юлман. Ученӑйсем тӗнчене тӗпчес ӗҫе ӑнӑҫлӑ туса пыраҫҫӗ. Ун пирки сӑмах вакламалли те ҫукчӗ ӗнтӗ, вӗсем мӗнле пӗтсе кайнине Огнянов хӑех асӑрхарӗ. Курса тӑракан халӑх Голоса хаяр тӑшманла кӗтсе илчӗ. — Ҫӳҫе ӑна илемлӗ кастарас пулать, унсӑрӑн эсир упа пек ҫӳретӗр. «Нумай ҫывӑрнӑ вара эпӗ!» терӗ Тарас, йывӑр мухмӑр чухнехи ыйхӑран вӑраннӑ пек вӑранса. — Саня, эсӗ Катьӑна Ярославльте тупасса шансах тӑратӑп, — тата хыттӑн каларӗ Ромашов, — эс кала ӑна… Хӑй айӑплине туйрӗ. Эпӗ хамӑн пӳлӗмре лараттӑм, сасартӑк служанка килчӗ те: халӗ пӗр священник кӗчӗ, аҫу гаване кайнине пӗлсен, тухса кайрӗ, терӗ. Карчӑксене мӗншӗн лашапа ӑсатнине пӗлетӗн-и эсӗ? Хам ашак пулнине йышӑнатӑп тата сирӗн распоряженине кӗтетӗп, — терӗ вӑл. — Мана пӑтраштарса ятӑн, подлец, анчах ху макӑратӑн? — Генералова, Ульянова вӗлернӗ хыҫҫӑн… Йӗпе-сапаллӑ кунсенче Алексейӗн кӑкӑрӗпе ури ыратнӑ: вӑл уксахларах, туйи ҫине таянса пырать. — Мӗн тума? Эпӗ ҫав-ҫавах ответлеме пултараймарӑм. Юр айӗнчен тухнӑ симӗс тӗмескеллӗ мӑк шурлӑхӗ урлӑ шуса каҫнӑ чух, ун валли татах тепӗр ырлӑх тупӑнчӗ: кӑвакрах нӳрӗ мӑк хушшинче вӑл кӑштах лутӑрканнӑ, ҫапах хӗрлӗ те сӗткенлӗ клюква ҫырлисене курчӗ. Вӗсем ҫип пек ҫинҫе авӑрсен яп-яка та шӗвӗр вӗҫлӗ, сайра ҫулҫисем хушшинче ҫакӑнса тӑнӑ. Метеоритсем Уйӑх ҫине ӳкесрен Уйӑх сыхланаймасть, мӗншӗн тесен Уйӑхӑн атмосфери ытла та ҫӳхе. — Ах, турӑ, турӑ! — хуллен пӑшӑлтатать Марыся. Ну, тетӗп, пӗтерет ӗнте ку, тетӗп, лешсем патне чупса кӗрсе кайӗ те, тем туса хурӗ, тетӗп, кайран вара уншӑн, ухмахшӑн, ҫырлахах турӑ, пирӗн ответ тытмалла пулать! — Пӗр ҫӗр тенкӗ ҫеҫ тупайнӑ тет. Чӑнах та, канат унчченхи хӑвӑртлӑхпах сӳтӗлчӗ-ха. Лавӑн кустӑрмисене сӑнчӑрсемпе ҫавӑрса ҫыхрӑмӑр, каялла чакасран хунӑ савӑлсене илтӗмӗр, лашасене ҫавӑтса анма пуҫларӑмӑр, сылтӑмра чул ту, сулахайра ҫав тери тарӑн сакӑлта, тӗпӗнче курӑнакан осетинсен ялӗ чӗкеҫ йӑви пек кӑна палӑрать. — Тӑхта эсӗ! Ӑста Гаврил тӗлӗннипе, хӑранипе хытсах кайрӗ, тет. Анчах ун вырӑнне килте чухне вара вӑл питӗ хаваслӑ, фортепьянӑпа хӑйӗн юратнӑ кӗввисене тӗнкӗлтеттерет, куҫӗсене култаркаласа пӑха-пӑха илет, пирӗнпе Мими ҫинчен шӳтлӗ сӑмахсем шухӑшла-шухӑшла тупать. — Эпӗ Энска питӗ юрататӑп, — Кораблев еннелле пӑхса каларӗ Марья Васильевна. — Иртен-ҫӳренсем асӑнкалаҫҫӗ-и ун ҫинчен? Сухаласа пӑрахнӑ ҫара анасем ҫинче кӗрхи мӑнтӑр кураксем темскер шыраса ҫӳреҫҫӗ, вӗсене, сиввӗн шӑхӑрса, ҫил ҫапать. — Ерофей Кузьмичӑн вара сӑн-пичӗ тӗксӗмленнӗ пек пулчӗ. Дик Сэнд, Нэн, Том, ытти негрсем пуҫӗсене усса тӑчӗҫ. — Ну, мӗскер вара, эпӗ пӗр япалана анчах пӗлсе тӑратӑп: эпӗ хам авланса Луизӑна Каса-дель-Корво хуҫи арӑмӗ туса хурасшӑн. Анчах ун пек пулма пултараймасть! Анчах йытӑ арбуз ҫименнине епле ӑнкарса илеймен-ха эпӗ? Гарри Грант аслӑ ӗҫсем тума ҫуралнӑ ҫын, анчах иксӗмӗр хушӑмӑрта пирӗн тӑтӑшах пысӑк хирӗҫӳсем тухса каятчӗҫ. Ӑна шыраҫҫӗ иккен. Ҫӗр варринче ҫӑва ҫине пӗр ассӑр кӗрекен паттӑр ҫук, ҫакӑн пек вӑхӑтра турра ӗненмен ҫын та кулма пултараймасть, — вӑл хӑй кулнинчен хӑй хӑранӑ пулӗччӗ. Вӗсем ҫинчен пӗлтерни усӑллӑ пулас ҫуккине пӗлсе, Элен вӗсем пирки пӗрин ҫинчен те калаҫса тӑмарӗ. Мэри Грант ыйтӑвӗсем ҫине ответлесен, Элен Гленарван хӑй ҫак ҫамрӑк хӗрача пурӑнӑҫӗ ҫинчен ыйтса пӗлме тытӑнчӗ. Касассин тӗп вӑйӗ хулпуҫҫире мар, чавсара та мар, ак ҫакӑнта, ал лаппи хутламӗнче. Анчах патша ун чух хӑйне турӑ кӗҫех пуянлӑхран, чапран, ӑслӑлӑхран та хаклӑ, мӗн унта, пурнӑҫран та хаклӑрах — мӗншӗн тесен вӑл пурнӑҫпа та хисеплешмест, илемрен те хӑрамасть — ҫепӗҫ те вут-ҫулӑмлӑ, ҫав тери тимлӗхлӗ те питӗ хӳхӗм юрату ярса парасса пӗлмен пулнӑ-ха. Мана шалтах тӗлӗнтерсе, Иконин вуласа кӑтартрӗ ҫеҫ мар, хӑйне профессор каласа пырса пулӑшнипе темиҫе йӗрке куҫарса та пачӗ. Эпӗ ниҫта та тармарӑм. — Подполковник господин, эсир ыйту сӗнме ирӗк паратӑр-и мана? Роза! Вунӑ сехетре пире вилле кӑларас умӗн кӗлтунине итлеме чӗнчӗҫ. Анчах эпӗ унран пӑрӑнтӑм та куҫҫулӗ витӗр пӑшӑлтатса каларӑм: — Эпӗ йӑлтах пӗлетӗп: мӗншӗн эсир манпа вылятӑр?.. Тата эпӗ сирӗн ыйтусене хирӗҫ ответлеме шутламастӑп та. Ун хыҫҫӑн чупса пыратӑп, хам ыйтатӑп: «Мӗн ӗҫе пула эсӗ, тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗн кӑкӑрӗнчен уйӑрнӑ пек, мана пухуран уйӑратӑн? Вӗсем конюха укҫа парса хӑйсене майлӑ ҫавӑрнӑ та сыснана вӑрлаттарнӑ, вара купецсем унӑн какайне хаваслансах ҫисе янӑ, — ӑна Барбатенко гостиницинчи чи ӑста повар пӗҫерсе, тӗрлӗрен тӗрлӗ соуссемпе тутлантарса панӑ пулнӑ. Тӗтреллӗ кӗвӗҫӳпе те пит ыр сунсах каймасӑр туйса илчӗ вара Ромашов: темле уйрӑм, илемлӗ, уншӑн нихӑҫан ҫитме ҫукла чаплӑ пурӑнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ иккен ытла та мӑнкӑмӑллӑ ҫак ҫынсем. Паҫӑрах каларӑмӑр, Мария Гавриловна сивлек пулнӑ пулин те, ун тавра малтанхи пекех ӑна арӑм тума ӗмӗтленекенсем нумай явӑҫнӑ. Нумаях та пулмасть кӑмрӑк пек хуп-хура выртнӑ тулӑ пуссинче пӗтӗм талккишӗпе тин ҫеҫ шӑтса тухнӑ ҫав тери чечен ешӗл калча йӑрӑмӑн-йӑрӑмӑн йӑлтӑртатса выртать. Союзниксем пирӗн ҫӗр ҫине килсе кӗмесен, вара мӗн? Ку вара ҫителӗклӗ те. Ларма-тӑма пӗлмеҫҫӗ! Тытса чарма ҫук! Алӑк патӗнче тӑракан пӗр вунӑ ҫулхи патвар та ҫирӗп хӗрача ун умӗнчен пӑрӑнчӗ. — Вара сана хӑвна паллӑ мар-и ку, Ипполит Сидорыч? — Чимӗр-ха, Элен, чимӗр, — терӗ Гленарван. Акӑ манӑн пурнӑҫа татса паракан кун та ҫитрӗ! — Сылтӑмалла кяймалла, — тенӗ вӑл пӗр иккӗленмесӗр. Икҫӗр аллӑ мильӑна утса тухма ҫирӗм пилӗк кун кирлӗ пулчӗ — чура сутуҫисем каланӑ пек, ку кашни талӑкра, кӑнтӑрла канма, ҫӗр каҫма чарӑннине шутласа, вунӑ миля кайни пулать. Ывӑлӗ турӑ ҫинчен тата турра ӗненнипе ҫыхӑнтарса тӑракан хӑйшӗн хаклӑ та сӑваплӑ япаласем ҫинчен калаҫнӑ чух амӑшӗ яланах унӑн куҫӗпе тӗл пулма тӑрӑшать: унӑн, сӑмах каламасӑрах, ывӑлӗнчен: хӑвӑн ӗненмен ҫивӗч те хытӑ сӑмахусемпе ман чӗрене ан тӑрмалла, тесе калас килет. Анчах ывӑлӗ тӗне ӗненмесӗр калаҫни вӑл ҫирӗппӗн ӗненнине пӗлтернӗ пек туйӑнать, ҫакӑ вара амӑшне лӑплантарать. «Ӑҫтан ӑнланас-ха манӑн ун шухӑшӗсене?» — шухӑшлать вӑл. — Ун айӑпӗ пирки никам та иккӗленекен ҫук. — Эпӗ закон представителӗ. Хӑйсен кашни аллинех вӗсем, куҫ патне ҫывӑха илсе пырса, шывпа ачашшӑн та тӑрӑшуллӑн сӑтӑра-сӑтӑра ҫунӑ. Анчах та эпӗ темшӗн шарламастӑп. Юр ирӗлсе пӗтнӗ, йӑшӑнчӑк, вараланчӑк татӑкӗсем унӑн лапамсенче те вӗтлӗх хӳттисенче ҫеҫ тӗллӗн-тӗллӗн юлкаланӑ. Таҫта пӑру мӗкӗрсе илчӗ, хутор вӗҫӗнче йытӑсем хӑр-хар туни илтӗнчӗ, кӳршӗре, сехет шутне ҫухатса, автан ыйхӑ тӗлӗшпе вӑхӑтсӑр авӑтса ячӗ. Тӳлессе те вӑл вӗсене пӗтӗмӗшлӗн мар, кашни ушкӑнне вӗсем кӑларнӑ пӑр катӑкӗ тӑрӑх хисепе илсе тӳлемелле. Сӗтел хушшине кӗрсе ларӑр-ха, сирӗн ҫиес килет пулӗ? Аркӑсӑр тумпа тӑрса юлнӑ тата юнланмаллах суранланнӑ мӗскӗн хӑна часах ҫав хӑрушӑ мар кӗтесе шыраса тупнӑ. Тепӗр чухне мӗскӗнӗн хӑйӗнчен икӗ утӑмри упа урса кайнӑ пек мӗкӗрсе сикнине, вӑл икӗ ури ҫине тӑрса хӑрушшӑн хӑлаҫланнине пӑхса, виҫшер сехет таранах стена ҫумне лӑпчӑнса тӑма тивнӗ. Вӑл ҫӗнтерӳ ҫинчен хаҫат листисем ҫинче хура саспаллисемпе ҫапманччӗ-ха, уншӑн нумайӑшӗ хӑйсен пурнӑҫне памаллаччӗ-ха, анчах ӗмӗтленнӗ ҫӗнтерӳ пур ҫӗре сӑрса илнӗ «таврӑну туйӑмӗнче» алӑпа тытайми пулсан та палӑрмаллах курӑнса тӑратчӗ. Ҫав вӑхӑтрах ӑна пӗри кантра татӑкӗ пачӗ, старик ӗхлӗткелесе чӗркуҫленсе ларчӗ те пурте кулнӑ хушӑра каррипе сӗтел урисене ҫыхрӗ. Ирландирен килнӗ адвокат тӗрмере ларакан ҫынна курасшӑн пулнӑ. Половцев. Тссс!.. Лятьевский. Ҫумӑр ҫунӑ, юр ҫунӑ, шартлама сивӗсем шатӑртатнӑ, ҫил-тӑман ӳлесе шӑхӑрнӑ. Хавасланмалли курӑнмарӗ. Мӗнпур больницӑсенче истерикӑлла хӗрарӑмсем, ҫутҫанталӑк саккунне пӑсаканскерсем, туллиех. Ӑшӗ хыпнӑҫем хытӑрах хыпса пынӑ, юлашкинчен вӑл пурне те, хытӑ ыратнине те ҫӗнтерсе илнӗ. Ку айкки пӗтӗмпех хуп-хура мӗлкепе хупланнӑччӗ, тепӗр енне ялтӑр-шупка ҫутӑ ӳкнӗччӗ, ҫавӑнпа унта кашни курӑк пӗрчинех уйӑрса илме пулассӑн туйӑнать. Эпӗ хӗрӳлленсе лӑпӑртатнипе вӑл куҫкӗретех интересленсе илетчӗ, темӗскер пӗлесшӗн пулса, тепӗр хут ыйта-ыйта хӑтланатчӗ те лӑпкӑн калатчӗ: — Кутӑнлашма юратать те улатакка, анчах хӑрушӑ мар, никам та унтан хӑрамасть! Вӑл кун ҫинчен ним те пӗлме кирлӗ мар». Дик Сэнд кулянма пуҫларӗ. Эмиль малалла ӳпӗнсе илчӗ, ӗсӗклесе ярса, Санин аллине хӑй тутисем патне тытса чӑмӑртарӗ те, ҫул ҫинчен сиксе анса, уй урлӑ каялла, Франкфурт еннелле, чупса кайрӗ. Ачасем апатланаҫҫӗ. Ҫав самантрах тенӗ пек пӗчӗк крыльца ҫине Разметнов тухрӗ. «Каҫарӑр манна», — терӗ вӑл французла, — «эпӗ сирӗн пата церемонине-мӗнне пӑхмасӑрах паллашма килтӗм. Анчах тутисем кулни халӗ ун ӗлӗкхинчен уҫӑрах пулнӑ, куҫӗсенче те, темӗнле, ҫӗнӗ сӑн, йӑваш та именчӗкскер, ирхи шуҫӑмӑн малтанхи ҫути евӗр, хутран-ситрен уҫӑла-уҫӑла кайнӑ. Апла пулсан вара, вӑл айӑплӑ пулсан… эпӗ айӑплӑ пулсан, — хушса хучӗ вӑл ирӗксӗрех, — пар ӑна, турӑҫӑм, пар пире иксӗмӗре те, иҫмасса, чыслӑ та мухтавлӑ вилӗм, анчах кунта, ҫак шӑп пӳлӗмре мар, лере, унӑн тӑван ҫӗршывӗнче». Ахӑртнех, старик питӗ нумай кӗлӗ пӑхмасӑр пӗлет пулӗ, мӗншӗн тесен турӑш умӗнче темчченех хускалмасӑр пӑшӑлтатса тӑчӗ. Ҫак шухӑш ӑна ҫирӗплетрӗ тата нимӗнпе те интересленмен пек пулма вӑй пачӗ. Ҫак самантра Дика сӑмах панине пӑсса, палуба ҫине Уэлдон миссис сиксе тухрӗ: Геркулес кӑшкӑрнине вӑл та илтнӗ иккен. Туссем те, тӑшмансем те, юрату та тепӗр хут килсе тухрӗ, анчах пурнӑҫ урӑхланчӗ ӗнте, халӗ тӑшмансем мар, туссемпе юрату ҫӗнтерсе ҫиеле тухрӗҫ. Ҫав улӑп пек пысӑк тискер кайӑксен кӗтӗвӗ хушшинче эпир мӗн тума пултарӑпӑр? Асаттен аппӑшӗпе ҫавӑн пек пӗр мыскара пулса иртнӗ, тет, ҫав туйра вӑл хӑй пулнӑ: тутарсен шалпар кӗпине тӑхӑнса янӑ та ӗнтӗ ку — туй халӑхне ӗҫтерсе ҫӳрет. Эпӗ мантие икӗ хут ҫеҫ тӑхӑннӑ вицмундиртен тума шутларӑм. Эпир Генрипе иксӗмӗр калаҫса килӗштерес пек туйӑнать. Чӑннипе илсен, сӑнавҫӑ тӑнӑ вырӑнтан темиҫе километр аякка ӳкнӗ-ха вӑл. Кӑвак, сивӗ ҫулӑм ялкӑшса, ирӗлсе, вӗресе тӑракан ҫӗре самантлӑха хӑрушшӑн ҫутатса ячӗ тата ҫулӑн икӗ енче йӗпе тӗттӗмлӗхре юхакан кӗленче евӗрлӗ ҫумӑр витӗр хӑранипе хура йывӑҫсем сике-сике илни курӑнса кайнӑ вӑхӑтра ҫав тери хӑрушӑ пулчӗ. — Арто! Манӑн пуҫа тӗрле айван шухӑшсем пыра-пыра кӗреҫҫӗ: «Хунарсене ҫутмасан, эпӗ ӑна паллаймӑп… Сывлӑш пӑчӑхланса пыни ытларах та ытларах сисӗнме пуҫларӗ. — Федор Федоровичпа-и? — «Янахсӑр» кала, — терӗ Кораблев. — Каллех-ха кунта пурте мар… кӳленчӗке тӗпне ҫитиех ӑсса илеймен-ха! — ҫуйӑхнӑ Маякин, аллисемпе ҫӗкленӳллӗн хӑлаҫланкаласа. Ҫак пуш хир хӗрринче уҫӑмлӑ, вӑрӑм мӗлкине ывӑтса этемӗн улӑпла статуйи ҫӗкленсе ларать, — тӗллӗн-тӗллӗн ҫурӑлнӑ, мӑкпа витӗннӗ. Пирӗн ҫул Пугачев аллинче тӑракан Берд слободи ҫуммипе иртет. Том пуҫне пӗксе калла чакрӗ. Хваттер хуҫи арӑмӗ те, унӑн старикӗ те, ку вӑхӑтра шӑпах килте пулнӑскерсем, пӗр сасӑ та памарӗҫ. Тавралӑх шӑплансан, Алексей ҫул ҫине тухрӗ те пусма картлашки пек картланса юлнӑ гусеница йӗрӗсем тӑрӑх малалла кайрӗ. Шап-шурӑ ҫӳҫлӗ пулсан-и? Виҫҫӗмӗш тапхӑрти ҫӗр сийӗсен ӑшӗнчен чавса кӑларнӑ этем шӑммисене кура, чи хӑюллӑрах ученӑйсем этем ҫӗр ҫинче тата маларах пуҫланса кайнӑ тесе кӑтартма тытӑннӑ. Вӑл ним пытармасӑр каларӗ; эсӗ мана малтанхи хут алӑ ҫине илсе пит-куҫ патне ҫывӑха илсе пырсан, сан пит-куҫ пит хӑратса пӑрахрӗ, терӗ. Эпӗ хамӑрӑн тупа тунӑ сӑмахсене вӗҫне ҫитичченех каласа тухрӑм. Акӑ халь, эсӗ ху персе пӑх-ха! Эпӗ Рио-Грандене тухса каяс умӗн лаша ҫине утланса ҫыратӑп. Сӗтел ҫине турилккесемпе чей савӑчӗсене вырнаҫтарса лартнӑ май хӗрача сасартӑк хавасланнӑ пек пулса:— Халь кӑна хураха тытнӑ, — кунталла илсе килеҫҫӗ! — тесе пӗлтерчӗ. — Мӗн чухлӗ курнӑ эп ҫавӑн пек ҫынсене! — тарӑхупа, сехӗрленӳпе кӑшкӑрса янӑ Ежов. Гоголева тата — кашкӑрсем ҫисе янӑ: кӑшарни хушшинче вӑл килне кайнӑ, унта вара, ӳсӗрскере, кашкӑрсем ҫинӗ янӑ! — Чунӑм, — терӗ юлашкинчен Мартини, — тунӑ ӗҫе улӑштарма пирӗн пит пӗчӗкҫӗ май пулсан та, кивӗ йӑнӑшсем ҫинчен шухӑшласа пӑхни вырӑнлӑ пулӗччӗ. Анчах, вӗсене тӳрлетме май ҫук пулсан, — ан тив ӗнтӗ вилнисем вилнисемшӗн йӗччӗр. — Ма, сахал-им? — Нумайранпа килмен ӗнтӗ вӑл ман пата. Хулпуҫҫийӗнчен ӑна Парамонов тӗртрӗ: — Чакатпӑр, Сергей, пире кунта часах асӑрхама пултараҫҫӗ. Вӗсем харӑсах шыва сикрӗҫ. Поезд паян ҫӗрле килмелле, ман хамӑн Мускава, аннене кӗтсе илме каймалла. Ҫӗр ҫине тӑрӑнас чух самолёт хыр тӑррисенчен ҫакланчӗ, ку вара ӑна хыттӑн ҫапӑнса ӳкме памарӗ. Малтанах старик мӑйракасенчен вӑрӑм чӗлсем чӗлсе тухнӑ; вӗсенчен чи пысӑккисем икӗ сантиметр ҫурӑ сарлакӑш те пӗр сантиметр хулӑнӑш пулнӑ. Маринка хӑй, нимӗҫсем ку вырӑнсенче пулнӑ сакӑр уйӑх хушшинче, хӗвел курмасӑр, анкартинче, пушӑ арпалӑхра пурӑннӑ, — унӑн алӑкне улӑмпа, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑрпа картланӑ. Ҫавӑ ҫав! Сӑн-питне вилӗм урӑхлатса хунӑ, вӑл, юнпа вараланса пӗрӗнсе кайнӑ пулин те, ватӑ сунарҫӑ ҫак пуҫ ним айӑпсӑр пӗтнӗ яш ачан сӑнӗ, хӑй юратнӑ яшӑн сӑнӗ пулнине палласа илнӗ. Кунта темле Лопатин алӑ пуснӑ. Мӗншӗн? — Ҫитмесӗр, пултӑм унта. Вара вӑл тӗреклӗ аллисемпе тискер кайӑка тӗллерӗ, лешӗ унччен виҫҫӗр фут ҫуллӗшне вӗҫсе те хӑпарнӑ. Мӗнле кӗтмен ҫӗртен калаҫма тапратрӗ вӑл паян садра! Ҫав вырӑнта ҫипписем пӗрчӗн-пӗрчӗн ҫийӗнсе сӑтӑрӑннӑ пулсан ҫеҫ ҫирӗп канат татӑлма пултарнӑ. Ирӗк пӗтерет этеме, ирӗке пула пӗтет! — Сылтӑмра, командир, пурте иккӗмӗш разрядлӑ фрегатсем. Вӗсем пурӗ пиллӗк. Питӗ йывӑр задача, анчах ачасене ҫак хулана чугун ҫул ҫӑлса хӑварма тивӗҫҫи ҫинчен ӑнлантарса парсан, вӗсем ӑна тӑваҫҫех. Хӑйӗнчен ҫакӑн пек тӗпчесе ыйтнӑ хыҫҫӑн, Иван Иванович татах шухӑша кайрӗ. Куҫӗсем унӑн ҫав вӑхӑтра урӑх япаласене шыраса тупрӗҫ, хӳме урлӑ каҫрӗҫ вӗсем, Иван Никифорович картишне те ҫитрӗҫ, унта тата пӑхма илӗртекен япаласем ҫинче ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗҫ. Гусев Ихошкӑна хул пуҫҫинчен силлет: «Мӗн пулса иртет?» Вӑл иртенпех утать, анчах вӑл урӑх пӗр ял та, пӗр кил-ҫурт та курмарӗ. Ҫӗнӗччӗ, хӑрушӑччӗ, йӗрӗнӗҫлӗччӗ ҫакӑ пӗтӗмпех, ҫак вӑхӑтрах тата унра темле ҫынран хисепсӗрле лӗкленеслӗх те ҫуратрӗ. Хӗвел ансан нумай тӑмарӗ, пачах тӗттӗмленчӗ. Ҫакӑ карап Козерог тропикӗпе экватор хушшинче арканнӑ пулӗ текен Дик шухӑшне ҫирӗплетрӗ. — Эй, казаксем! Шӑлӗсем тухаҫҫӗ-и-мӗн? — Нимӗнле шанчӑк та ҫук-и вара? — ыйтрӗ унран тахӑшӗ. Кунта пурте хӑй йӗркипе пырать, пурте ӗлӗкхи пекех. Эх, эпӗ каласа парам-ха сире, мӗнле манерпе эпӗ пӗр илемлӗ нимӗҫ майри патне хӳме урлӑ каҫса кӗнӗччӗ». — Ну, апла пулсан тутӑрупа ҫак сӑрӑ йытта йӑлмакласа тыт… — Патагони пулать-и ку, унӑн ҫыннисем пӗри те курӑнмаҫҫӗ те! — тесе ӳпкелешет вӑл. Ҫак вӑхӑтра вӑл хӑйӗн пӗчӗк суя окопне пӑхса илчӗ те вӗри кӑкӑрӗнче каллех ӳслӗк пуҫтарӑнса килнине туйрӗ. Юратмастӑп ирех хӑна тӑрӑх ҫӳреме. Тур хӑтартӑр! Эпӗ тӑтӑм та тайкаланса утса кайрӑм. — Мӗншӗн хӑратӑн? Турӑ патӑр ӑна! Тепӗр ирхине конус тӑррине ҫӑра пӗлӗт хупласа илчӗ; айӗ ҫакна кратер тӗпӗнче тӗттӗм пулнинчен мар, пичче ҫилленсе ҫӳренинчен асӑрхаса илтӗм. Иккӗмӗшӗ, пирӗн вӑхӑт пур-ха — виҫерен илсен те, мула шыраса тупиччен тӑмаллах ҫитет. — Мӗнле — пустуй япала? Урама хӗвел ҫутатать, ун ҫутинче Марыся сӑнарӗ йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑнхи пек имшеррӗн курӑнать. Авӑ! — терӗ вӑл. «Мӗн тума вӑраха ярас? — Ара, эпӗ те санран нимӗнле ҫыру та илмен! — тет Салли аппа. Ӑна сасӑпа вулама тытӑнчӗҫ. Вӑл вара ӗҫ хӑйне тӳрремӗнех пырса тивмест пулсан, хӑйне нимӗн чухлӗ те чӑрмантарма шухӑшламанни ҫинчен систерчӗ Воропаевпа Ленӑна. — Кирек мӗнлисене те. Унпа иксӗмӗр эпир пур пек апата пӗр ҫӑвартан ҫиетпӗр. Кулленех эпӗ, ҫак лаша ҫине утланса, хула хыҫне Пугачев юланутҫисемпе пӗркелешсе илме (перестрелка) тухатӑп. — Нимӗҫсем! — илтӗнчӗ такам сасси. Ку сасса ҫил илсе килчӗ. — Хальхи вӑхӑтра ун пеккисӗр пулма та пултараймасть. Пӗлетӗп эп сире, мурсене! — Унӑн аслӑ пухура пулмалла пулать. Чӗркуҫленсе ларчӗ те куҫҫуль юхтарсах тархасларӗ: — Турӑҫӑм — аттемӗр, ху асапсем тӳснӗ ятпа каҫар мана, ылханлӑскере! Машинӑна самантрах чарса лартрӗҫ, пароход хӑй ураписем айӗнчен кӑпӑк кӑларса чарӑнса тӑчӗ, хӗвел аннӑ чухнехи хӗрлӗ пайӑркисем ӑна юнлантарса ячӗҫ; ҫав вӗрекен юн ӑшӗнче, пароход хыҫӗнчен инҫетре ӗнтӗ, хура кӗлетке чӑмпӑлтататчӗ, пӗтӗм чуна чӗтретсе ямалла тискеррӗн кӑшкӑрни шыв ҫинче янтӑратчӗ. Хурӑн айӗнче выртнӑ чух вӑл малалла мӗн пулса иртнине, йывӑр тӗлӗкри пекех хӑвӑрт пулса иртекен ӗҫсене сӑнарӗ. Вӑл килелле утма пуҫланӑччӗ, анчах, ҫынсем пурӑнаҫҫӗ-ҫке, тесе аса илчӗ те, кӑшлаччӑрах тесе, чӑтса ирттерме шут тытрӗ. — Ну, мӗн тӑвӑпӑр ӗнтӗ эпир унпа? — Манӑн шутӑмпа, килӗшетӗп пек туйӑнать, — терӗ вӑл. Вӗсем пурнӑҫ пирки калаҫнисенчен нумайӑшне вӑл ӑнланчӗ ӗнтӗ, вӗсем ҫынсен телейсӗрлӗхӗ ӑҫтан тухнин сӑлтавне тӗрӗс кӑтартса панине туйрӗ те вӗсен шухӑшӗсемпе килӗшме хӑнӑхрӗ, анчах вӗсем пурнӑҫа хӑйсене майлӑ улӑштарма пултарассине, хӑйсен хӗрӳллӗ ӗмӗчӗ енне пӗтӗм рабочи халӑха ҫавӑрма май ҫитерессине ӗненеймерӗ. Мате текен ӗҫмелли япала Кӑнтӑр Америкӑра пур ҫӗрте те сарӑлнӑ. Хайхи вӑл, пуҫне усса, сулахай мӑйӑхне пӗтӗркелерӗ те шухӑша кайрӗ. Вӑл хӳмене куҫпа пӑхса илчӗ те, пӗр самантрах уншӑн таврари ҫутҫалталӑк хӑйӗн мӗнпур савӑ-нӑҫне ҫухатнӑ пек туйӑнса кайрӗ, унӑн чӗри пӑчӑртанса илчӗ. Тен, вӑл та командӑна шанман пулӗ. Пӗр каласан, ку эпӗ малтан шутлани ҫеҫ пулчӗ, мӗншӗн тесен, часах куратӑр акӑ, вӑл шкуна ҫинче нумай вӑхӑт хушши пыраймарӗ. — Эсир, господин, айӑп ан тӑвӑр: пачах ухмах вӑл манӑн. Сире пулӑшма пултарнишӗн эпӗ савӑнатӑп ҫеҫ. Ӑна персе пӑрахма хушмӑр-ши? — Эпӗ сире юриех ҫакӑнта кӗтрӗм, Юрий Алексеич, — терӗ Николаев, Ромашов хулпуҫҫийӗ урлӑ таҫта аяккалла, лагерь ҫинелле тинкерсе. Анчах вӑл маншӑн хӑрани ахалех пулӗ тесе ӗмӗтленетӗп. Аллисем шӑнӑрлӑ, хӗвелпе хуралнӑ тата питӗ вӑрт-варт. Вӑл, вӑрлӑхлӑх тырӑ тытса усракан кӗлетсен ҫӑра уҫҫисене ӑҫта та пулин пытарса хурасчӗ тесе, правление таврӑнма шутларӗ. Ҫавӑнпа та халӗ кунта сирӗн ӗҫсем епле пыни ҫинчен каласа парӑр. Кӑшт леререх, снаряд ҫурӑлнипе, Еланский вилчӗ. Вӑл хӑйӗн именине те питӗ лайӑх тыткалать пуль, тетӗп эпӗ. — Юргин котелокне чӳхесе илчӗ те, типӗтме тесе, пӗр ҫинҫе хурӑн тункати ҫине ӳпӗнтерсе хучӗ, калаҫма пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут савӑнӑҫлӑн, киленсе каларӗ: — Ҫавӑнтан вара хӑрасси-тӑвасси таҫта кайса кӗчӗ! Хаваслӑ ҫулӑмӑн сарлака юпи пӗлӗтелле ҫӗкленсе кайрӗ. Хреснашшӗн пуҫӗ ҫаврӑнса кайрӗ пуль тесе, Фома ун еннелле ярса пуснӑ, анчах Яков Тарасович хупланнӑ ҫиллес сасӑпа:— Пӑрӑн… кай лерелле!.. — тесе хунӑ. Пӗччен тӑваттӑна хирӗҫ тӑма пултарать-и вара? Пирӗн хӗрарӑмсем хӑйсен ячӗсене ҫав ирсӗр авантюристӑн — лаша вӑррин тата ҫын вӗлернӗ текен ҫыннӑн ячӗпе асӑннине илтсен, пит савӑнаҫҫӗ пулӗ тетӗр-и ӗнтӗ. Ӑна шӑхӑрттарса хӑватлӑ пар тухрӗ, анчах вӑл уҫӑлса хупӑнакан трубаран мар, тӳрех хуран клапанӗсенчен тухрӗ. Отвечӗ ӑна пӑртак лӑплантарчӗ. Утӑ ҫине улӑхса выртнӑ йытӑ пекех выртатӑр, хӑвар та ҫитместӗр, ыттисене те памастӑр! — Эпӗ кайрӑм, — терӗ Яхно, перчеткине тӑхӑнса. Вигвамран тухса ӑна виҫӗ тополь сулхӑмне хӑварма лекнӗ. Ултҫӗр ҫитмӗл сакӑр тенкӗ вара?.. — Документсем. Анчах апла пулсан та, никам та мана ӳпкелеме пултараймасть, — вӑл мана вӗлермех шутланӑччӗ вӗт. Ҫук, манӑн сиктерсе кӑларнӑ пӗр куҫ вырӑнне унӑн икӗ куҫӗ те хупӑнтӑр! Тӑван ҫӗршыва пулӑшасран пӑрӑнакан пӑлхар ҫынни тупӑнать-и вара? Ҫак хӑйне майлӑ йӑла пур ҫӗре те ҫитет, пурӑнӑҫри чи пӗчӗк ӑҫти-ҫуксене те вӑл хӑйне пӑхӑнтарма пуҫлать. Табу законлӑ вӑях пулса тӑрать. Вӑл час-часах мана ещӗкпе хӑй патне кабинетне иле-иле пыма хушатчӗ. Капкӑна лекни евӗрлех. Сид харлаттарма пӑрахмарӗ. Пелагея теме аван мар. — Эпӗ, ваше превосходительство, кун пек мӗнле тума пулать-ха, терӗм. Офицер протокол ҫине алӑ пусма хушсан, амӑшӗ пӗли-пӗлми аллипе хут ҫине кӗнекери пек хулӑннӑн ҫутӑлса тӑракан саспаллисемпе ҫырса хучӗ: «Рабочи ҫыннӑн тӑлӑх арӑмӗ Пелагея Власова». Пурне те каласа пӗтереймӗн. Мӗншӗнни паллах ӗнтӗ. Павел ватӑ, хисеплӗ рабочисем хушшинче тӑрать, ӑна пурте итлеҫҫӗ, унпа килӗшеҫҫӗ. «Эпӗ сана юрататӑп» Луиза Пойндекстер каллех ӗнтӗ азотея ҫинче, каллех ӗнтӗ ҫӗнӗрен асапланать. — Ҫук — тесе ответлет вӑл, — ман ним те каламалли ҫук. Пуҫтарӑнса пынӑ вак турпассене тасатма вӑл тӑтӑшах инструментне кӑлара-кӑлара силлет, мӗнле шӑтарнине пӑхса илет те каллех пӑралама тытӑнать. Анчах Бяла Черква вырӑнтан тапранмасть те. Пур хыпар та ҫакна шантарать. Ача чарӑнчӗ, сывлама пӑрахрӗ, мускулӗсене хытарса, чӗвен тӑрса итлерӗ. Казондери пасара татах та илемлетекенни — унти пусма-таварпа слон шӑмми суту-илӗвӗ. Тӳпе ывӑлӗ сана ҫав пӗлӗве патӑрах. Ҫакӑнта питӗ йывӑр, питӗ кӳренмелле япала пурри палӑрчӗ. Вара эпӗ ӑна пӗтӗмпех каласа патӑм. — Эсир эппин пирӗнпе сывпуллашмасӑрах кунтан тухса каясшӑн пулнӑ-и? Пӗр лаша пулнӑ, ӑна петлюровецсем илсе кайнӑ. — Николаев поручикпа хирӗҫесси, пӗрне-пӗри тӑшманла пӑхасси сирӗн мӗнле те пулин пач уйрӑм сӑлтавсене пула тухса кайман-ши тесе каласшӑн эпӗ, — служба тӗлӗшпе мар, килти, мӗнле калас, ҫемйери сӑлтавсене пула? Старик ҫак каҫхине ытлашши нумай ӗҫнипе урайнех йӑванса анчӗ; вара Ванюшӑн, хӑйне пулӑшма салтаксене чӗнсе пырса, сура-сура, ӑна сӗтӗрсе тухма тиврӗ. — Ну, мӗн-ха вара? — тесе ыйтрӗ те вӑл, хӑйне хӑех ответ пачӗ: — Паллах ӗнтӗ — нимӗн те мар! Хӑй — атте! тет, а мана — тарҫӑ! тенӗ пек илтӗнет. Мана пит те йывӑрччӗ. — Мана та пурнӑҫ нихҫан та шеллемен. Эпӗ малтан: сире пурпӗрех пулӗ, тесе шухӑшларӑм. — Халӗ ун пек шухӑшламастӑр-и? Эпир сан улпутупа туслӑ пулнӑ, — терӗ вӑл, лакее хул пуҫҫийӗнчен кӑмӑллӑн ҫапса, лешӗ сулӑнсах кайрӗ… Икӗ ҫул хушши ялхуҫалӑх налогне процент хушса тӳлерӗ, пуян ҫӗлен, вӑрҫӑччен кулакла пурӑнчӗ, эпир вара ӑна ҫӳлелле хӑпартӑпӑр-и? Робертс шухӑша кайнӑ. Оркестр «Свадьба фигаро» увертюрине выляса илчӗ… Ыйтма хӑям-ха, эсир тата?.. Вӑл ҫав йӑлана пӑхӑнса, ывӑлне пӗр эрне хушши канма пачӗ те, ҫав вӑхӑт хушшинче Илья рабочисемпе «эсир» тесе калаҫнине, каҫсерен Тихонпа тата Серафимпа пӗрле хапха умӗнче темӗн ҫинчен нумайччен калаҫса ларнине асӑрхарӗ, вӑл чӳрече витӗр Тихон сӳрӗк сасӑпа хӑйӗн ухмахла сӑмахӗсене сӑрхӑнтарнине те илтрӗ: — Ҫапла, ҫапла! Уҫӑп мана темле инҫетрен пӑхнӑ пек пӑхса илчӗ те, асра тӑрса юлмалла сӑмахсем каларӗ: — Чӑнах та, ырӑ кӑмӑллӑскер! Ак курӑр-ха, леш тӗнчере сире кун пек турра чыссӑр сӑмахсемшӗн чӗлхӗре вӗри йӗппе йӗплӗҫ. Мӗншӗн тесен, ман приговорсем организациленнӗ пусмӑрлӑх вӑйне хирӗҫ пыракан приговорсем пулнӑ пулсан, вӗсене никам та пурнӑҫламан пулӗччӗ. — Наркӑмӑш! — тет кӑштах тӑрсан. Ку тапӑнса кӗнипе пӗрех вӗт! Раскулачить тунӑ пурлӑхран кӑшт тиврӗ вӗсене, анчах унпа вӗсен ӳтне витеймӗн. Ху мӑнтӑр, анчах курӑнмастӑн. — Мӗнех вара? — Ҫап-пла! хаярскер! Макҫӑм, ӑна ҫул парас тесе, костылӗсене ирӗксӗрех васкавлӑн илсе хучӗ, Анна Михайловна хӗр ҫине темле салху юратупа, хӑраса ӳкнӗ пекех пӑхса илчӗ. Вӑл, вӗлернӗ кушака хӳререн йӑтса тӑраканскер, пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерсе илчӗ. Пенси валли, пенси валли. Ӗҫ ҫӳретме тесе. Анчах снаряд хӑвӑра сӗртӗнмесӗрех иртсе кайсан вара, сире чун кӗрсех каять, темӗнле, калама ҫук ырӑ пек туйӑнса каять сире, пӗр самантлӑха эсир ҫав туйӑм тыткӑнне кӗрсе ӳкетӗр, ҫак хӑрушлӑхра, ҫав пурнӑҫпа вилӗм вылянинче эсир темӗнле, уйрӑммӑнах кӑмӑла килекен илем пуррине куратӑр; сирӗн вара етрене е бомбӑна хӑвӑрпа юнашарах, тата ҫывӑхарах ӳкерес килет. Унтан, ҫавӑнтах ура ҫине тӑрса: — Кансӗрлес мар сире, сывӑ пулӑр-ха! — тесе, кайма хатӗрленнӗ. — Квак! — виртлесе илнӗ ашшӗ. Вӑл икӗ гашетки ҫине те пусрӗ. Авланнӑ-и эс? Вӑл государыня хӑш сехетре вӑраннине, хӑҫан кофе ӗҫнине, хӑҫан уҫӑлса ҫӳренине, унпа пӗрле мӗнле вельможӑсем ҫӳренине, ӗнер вӑл апат ҫинӗ чухне мӗн ҫинчен калаҫнине, каҫхине кампа курса калаҫнине каласа кӑтартнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, Анна Власьевнӑн халлапӗ истори ҫинчен ҫырнӑ хутӑн чылай страницисене йышӑнмалла пулнӑ тата пулас йӑхшӑн та пит те паха пулнӑ пулӗччӗ. Унти ҫӗмрӗк чӳречесене хӑмапа ҫапнӑ, мачча вырӑн-вырӑнпа катӑлса тӑкӑннӑ. Унтан сасартӑк вӑрҫнӑ сасӑсем хаяррӑн кӗрӗслетсе кайни тата кӗтмен сасӑсем илтӗнчӗҫ, сӗтелпе пукансем урайне кӗмсӗртетсе ӳкрӗҫ, хурҫӑ хӗҫӗсем чанклатрӗҫ, тахӑшӗ ыратнипе кӑшкӑрса ячӗ, тепӗр минутран эпӗ мӗнпур вӑйпа алӑк патне чупакан Хура Йытта куртӑм. Капитан ӑна хӑвалать. Иккӗшӗ те хӗҫҫисене йӗнӗрен кӑларнӑ. Хура Йыттӑн сулахай хулпуҫҫинчен юн юхать. — Хӑш кӗпӗрнерен эсир? «Акӑ ӗнтӗ манӑн та штрипкӑллӑ, чӑн-чӑн шӑлаварӑм пулчӗ!» — шухӑшларӑм эпӗ савӑннипе ҫав тери хумханса, хамӑн урасем ҫине пур енчен те пӑха-пӑха. Харсӑр хӗрарӑмсем ҫапах та, юнланнӑ урисем ҫинчен аса илмесӗр, арҫынсене пример парса малалла хастарлӑн пыраҫҫӗ, хутран-ситрен вӗсен кашнинех ӑшӑ сӑмахсем каласа ҫӗклентермелӗх те хӑват ҫитет. — Эсир хӑвӑр позицие кама парса хӑвартӑр? Мазина, ман тӑван ачине, тӗрмене тытса хупрӗҫ, — ну, мӗн-ха вара? Унӑн сасси татӑлчӗ, вӑйсӑрланса ҫитнипе хӑй сулӑнса кайрӗ, тахӑшӗ ӑна хул айӗнчен тытрӗ… Вӑл Аркадипе пӗрле сад тӑрӑх ӑна хӑш-хӑш йывӑҫсем, уйрӑммӑнах пӗчӗк юмансем мӗншӗн чӗрӗлменни ҫинчен ӑнлантарса ҫӳретчӗ. (Тома кураймастӑп тесех шутларӗ вӑл.) Государственнӑй совет пӳлӗмӗнче капуцинсем питӗ те йышланччӗ; вӗсем ӑслӑ ҫынсем; эпӗ «господасем, уйӑх ҫине ҫӗр чӑмӑрӗ ларасшӑн, хӑтарӑр уйӑха!» тесе кӑшкӑрса ярсанах вӗсенчен нумайӑшӗ, манӑн, монархӑн, кӑмӑлне тултарас тесе, уйӑха тытма стенасем ҫине хӑпарса кайрӗҫ, анчах ку вӑхӑтра аслӑ канцлер кӗчӗ. Эпир ҫав ҫыхӑнусен чиккинчен нихҫан та тухса каймарӑмӑр, эпир юриех ӑна пӗрмай сума сурӑмӑр, унпа французла калаҫрӑмӑр, урасене пӗр-пӗрин ҫумне шаклаттарса пуҫ тайрӑмӑр, ӑна chère maman тесе чӗнтӗмӗр, ҫапла тунине хирӗҫ вӑл ҫавӑн евӗрлӗ шӳтлӗ сӑмахсемпе, яланхи пӗрешкел илемлӗ куллипе ответлерӗ. Малтан Таганрогра, унтан Дон-ҫи-Ростовра, Мариупольре, вара, юлашкинчен, Луганскра пулнӑ, унтан вӑл, хӑйӗн сарлака хулпуҫҫийӗпе ҫамрӑк совет влаҫне тӗрев парас тесе, Хӗрлӗ гвардине ҫырӑннӑ. Ҫав ӗҫме юратакан ҫынсем ҫинчен урӑх асӑнмарӗ те Джон Мангльс. Ҫутӑласса кӑна хумханса кӗтет вӑл. Ӑҫта-тӑр хирӗнсе чӗриклетрӗҫ штыксем. Урӑхла пулма та пултараймасть, эпӗ сана ҫакна тӗп-тӗрӗс калатӑп. Вӑл нумай ӗҫленӗ, тӑван мар ашшӗн аттипе тумтирне тасатнӑ, вутӑ ҫурнӑ, ӑна пӳрте йӑтса кӗнӗ, шыв кӳнӗ, кухньӑран витри-витрипе мӑшкӑлтӑк шывӗ кӑларса тӑкнӑ, ҫырмана кайса шӑллӗн кипкисене чӳхенӗ. Алвиш караванне лекнӗ пилӗкҫӗр ҫын хушшинче ватӑ ҫынсем питех те сахал. — Итлемерӗҫ… Унӑн ашшӗ Лиза аллине чуптума пынӑ хыҫҫӑн вӑл та, нимӗн тума пултараймасӑр, унран юлман; вӑл унӑн шурӑ пӳрнисене тутисемпе сӗртӗннӗ чух, вӗсем ӑна чӗтреннӗн туйӑннӑ. Мӗншӗн килмест вара вӑл юрату? Мӗншӗн алӑ-урамсене тӑлласа лартмасть?» — шухӑшларӗ вӑл. — Питӗ чее куҫлӑ, час тавҫӑрса илекен ҫын эсӗ, — кӑмӑлсӑрланнинчен ытларах ырласа мӑкӑртатса илчӗ Давыдов, именнине ҫаплах ирттерсе яраймасӑр. Сасартӑк лаша ури тапӑртатни илтӗнсе кайнӑ. — Ӗнер эп Бяла Черквара пулман. Урӑх ҫӑлӑнӑҫ ҫук! Кунта уҫӑ ҫӗртинчен тӗттӗмтерех те сулхӑнтарах. — Эпӗ-и, Леноре фрау? Кӗҫӗр вара чан ҫапрӑмӑр. Ҫаксене пурне те эпӗ сире асӑрхаттарас шутпа калатӑп. Утнӑ май вӗсен котелокӗсемпе каскисем танклаткаласа илеҫҫӗ. Виле пытарса таврӑннӑ чухнехи пекех утаҫҫӗ. Ҫапӑҫу кашни минутрах ӗҫ ыйтнӑ, тем тӗрлӗ ӗҫ те тутарнӑ, пурне те хӑвӑрт, ҫийӗнчех тумалла, ҫаксем ӗнтӗ Озеров капитанӑн пӗтӗм тимлӗхне, чунхавалне пӗртен-пӗр ҫапӑҫӑва пӑхӑнтарнӑ. Ҫак вӑхӑтра ачасен телейсӗр амӑшӗ яла ҫитсе кӗчӗ. Ют ҫын аллине лекнӗ ҫыру Эль-Койотпа унӑн виҫӗ юлташӗ питӗ хӑраса ӳксе хӑйсен лашисем патне чупса ҫитрӗҫ те хыпаланса йӗнерсем ҫине хӑпарса ларчӗҫ. Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн эпӗ, чи хаваслӑ кӑмӑлпа сиккелесе, зал еннелле пыраттӑм, сасартӑк алӑк хыҫӗнчен аллине сӗтел ҫитти тытнӑ Наталья Савишна сиксе тухрӗ, мана ярса тытрӗ те, эпӗ мӗнпур вӑйран хирӗҫ тӑнине пӑхмасӑр: «Ан варала сӗтел ҫиттине, ан варала сӗтел ҫиттине!» — тесе, питрен йӗпе япалапа сӑтӑрма пикенчӗ. — Сан пек ҫынсем пурте пӗтеҫҫӗ… Эсӗ ӗнтӗ халӗ, маншӑн тӑван ачи ҫеҫ мар, пӗрле ӗҫлекен юлташ пулатӑн. Развалихин райкомол секретарӗ никам та мар, пӗр хӑй ҫеҫ пулма тивӗҫлине ним иккӗленмелле мар систерме хӑтланать. Мӗн кулмалли пулса тухрӗ-ши вара унӑн юлашки сӑмахӗнче? — Н-да, алӑк хыҫӗнче ун пек итлени аван ма-арр! — вӑраххӑн каланӑ Тарас, йӗрӗнсе пӑхакан куҫӗсене Фома ҫинчен илмесӗр. Монтанелли чаплӑ проповедник тата католик чиркӗвӗнчи ҫӗнӗ юхӑм представителӗ пулнӑ. Пурте ӗнтӗ вӑл Италийӗн мӗнпур асапӗсемпе хурлӑхӗсене сиплекен юратупа мир сӑмахӗсем каласса кӗтнӗ. Каҫ тарӑн шӑплӑхпа тулса ларнӑ, ун тӗттӗмӗ пархӑтлӑн та ӑшшӑн туйӑнать. Ачасем ытларах пӑшӑлтатса калаҫса хӑтланни ҫав шкула курма тесе ҫынсем пынипе те ҫыхӑннӑ, — ун пек япала шкулта сайра хутра ҫеҫ пулкалать, — Тэчер адвокатпа пӗрле пӗр кӑвак ҫӳҫлӗ начаркка старик, пит ҫамрӑках мар, хитре, пӑлатна джентльмен тата пӗр чаплӑ дама (паллах, джентльменӑн арӑмӗ) пырса кӗчӗҫ. Ну? Хӑҫан суйнӑ? Унӑн чи хӗрринче ҫеҫ, ҫурҫӗр енчи тайлӑмра, тӑмлӑ тӑпра ҫиеле тухнӑ ҫӗрте, сарӑрах, тикӗс мар хӑю тӑсӑлать, йӑрансене тӑрӑх плуг тӗренӗсем ҫавӑра-ҫавӑра хурса ҫутатнӑ хура тӑпра касӑмӗсем тӑсӑлаҫҫӗ, вӗсен тӗлӗнче хура кураксем явӑнаҫҫӗ, хура пусӑра тата ҫеҫпӗл ҫеҫки пек кӑвак пӑнчӑ курӑнать: Варя Харламова хӑйне пачах туртма пӑрахнӑ ӗҫе пӑрахнӑ та пуҫне усса майӗпен станалла утать. Эпӗ сире Синопӑн амӑшӗ Тсистсаки ятлӑ пулни ҫинчен калама манса кайнӑ. Унӑн алли ӑшӑ та хӗрлӗ йӑмпӑлка япала ӑшне кӗрсе кайрӗ… «Шурочка!» — пӑшӑлтатрӗ Ромашов ачашшӑн. — Ку вӑл Лукашка-джигит. Учитель уйрӑмах хисепре пулчӗ, вӑл пуринчен ытла ташларӗ, пур хӗрсем те унпа ташлама тӑраҫҫӗ. Унпала ташлама ҫӑмӑллине мухтаҫҫӗ. Сывлӑх тӗлӗшӗнчен ҫирӗп Фома вӗсене — хаклисене те, йӳннисене те, илемлисене те, усаллисене те — нумаййӑн туяннӑ, вӗсене темӗн чул укҫа панӑ, кашни эрнере тенӗ пекех вӗсене ҫӗнӗрен ҫӗнӗ улӑштарса тӑнӑ, пӗтӗмӗшпех илсен, ҫав хӗрарӑмсем ҫине арҫынсем ҫине пӑхнинчен лайӑхрах пӑхнӑ. Эпӗ, тӳррипех калатӑп, тӗлӗннипе хытсах кайрӑм. Сире тӗрӗссине калатӑп, эпӗ ҫавӑн пек ҫын: мана ырӑ ӗҫ тунӑшӑн тав туманнинчен ытларах нимӗн те тарӑхтармасть… Унӑн чӳречисем кӑнтӑралла тата хӗвелтухӑҫнелле пӑхнӑ, ҫавӑнпа кунта хӗвел ҫути, кун каҫипех тӑрса, пӗр койка ҫинчен теприсем ҫине куҫса пынӑ. Эпӗ кайса элек парасран сехрӳ хӑпрӗ пуль-ха сан? Никита, монастыре пин тенкӗ хывса тата хӑй виличченех ҫулталӑка ҫӗр сакӑрвунӑ тенкӗ илсе тӑма калаҫса татӑлса, ашшӗнчен юлнӑ пурлӑха пӗтӗмпех пиччӗшӗсене памалла, хӑйне нимӗн те илмелле мар туни Петра кӳрентернӗ пек туйӑннӑ. Апатшӑн сунара каймалла мар пирӗн, эпӗ тепӗр хут калатӑп: пӑшал сассине хамӑр ҫак вӑрманпа пыни ҫинчен пурне те пӗлтерме кирлӗ мар. Ҫак капкӑнран ыррӑн тухса кайсан, Мюльредин нимрен хӑрасси те пулмасть. Хуҫисем ӗлӗкхисемех юлчӗҫ. Андрей алӑк урати ҫине тӑчӗ — вӑл алӑкран ҫӳллӗрех те, алӑкра рамӑри пек тӑма чӗркуҫҫисене тӗлӗнмелле хутлатнӑ, хӑрах хулпуҫҫипе алӑк сули ҫумне таяннӑ, тепӗр хулпуҫҫине те мӑйӗпе пуҫне малалла кӑларнӑ. Эй, Билл Грифин, эсӗ ункӑна кӑшт та пулин туртса хытарсанах, сан хырӑмна пилюля пырса лекӗ. Менi с жiнкой не возиться. — Мӗнле-ха вара, эсӗ халь турра ӗненместӗн-и-мӗн? — ыйтрӗ те Петр тӗлӗнсе кайрӗ: вӑл йӗплесе, кӳрентермелле ыйтасшӑнччӗ, анчах та ун пек пулса тухмарӗ. — Старик аллине вӑл пӗр ывҫӑ шултра хут укҫасем хурса пачӗ. Пӗрре персе тивертсенех, вӑл ҫӳресси пӗтсе ларатчӗ. Ямшӑк чӑнне каланӑ пек туйӑнчӗ мана. «Мӗн тӑвать халь Вера?» — тесе шухӑшлатӑп эпӗ… Тӗлӗк-и ку? Санина паҫӑрхи пекех Джеммӑн мӑйӗ ҫеҫ курӑнчӗ, Джеммӑн кӑкӑрӗ паҫӑрхинчен хӑвӑртрах ҫӗклене-ҫӗклене илчӗ. Э-хе! сив чирпе чирленӗ чухнехи пекех!.. анчах питрен пӑхсан нимӗн те палӑрмасть… куҫӑр кӑна сирӗн яланхинчен ҫутӑрах ҫиҫнӗ пек. — Полк ӑҫта вара халь? Стайка ҫаплах буйвол патӗнчеччӗ-ха. Ку вӑл чӗмсӗр тимерҫӗ пулчӗ, ҫавӑнпа та хаваслӑ пакӑлтатусемпе вӑхӑта сая ямарӗ. Кимӗ ҫинчен тарма ҫуккипе вӗсем хӑйсене тивӗҫ телее ҫӗр ҫинче, каннӑ вӑхӑтра, каҫ тӗттӗмӗнче шыраса пӑхма шутларӗҫ. Унта, ӗнерхи вилесем ҫакӑнса тӑракан юпасем патӗнче, Пугачев ҫар халӑхӗ йӗркеленсе тӑнӑ. Карчӑксемпе хӗрсем чул ҫийӗн ҫарранах чупаҫҫӗ, ура сырмаллисене ҫӗкленӗ… Ҫак сӑмахсем янӑраса кайнӑ тапхӑрта юнпа ҫыракан ҫын каллех вилмелле хӑрушлӑхра пулнӑ — ӑна татах койотсем тапӑннӑ. Вӗсем курӑнми пулчӗҫ-и? Ҫапла вара Андрей, унччен ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫӳренӗскер, вилнӗ упӑшка вырӑнне йышӑннӑ арҫын тивӗҫӗпе усӑ курса, вахмистрӑн пуставран ҫӗлетнӗ шӑлаварӗпе кӗпине тӑхӑнса ячӗ, кӗпи ҫаннисем хӑйне палӑрмаллах кӗске пулин те, ҫанӑсен эрешле вӗҫӗсем тӑвӑртарах пулин те, ҫав тумпа вӑл пӗр вӑтанмасӑрах Гремячий тӑрӑх шукӑлленсе ҫӳреме пуҫларӗ. Пӗлӗтсем ун патнелле талпӑнаҫҫӗ, вӑл ҫиле хирӗҫ вӗҫет. — Питӗ ҫӑмӑл, — терӗ Паганель, — ҫавӑнпа та эпӗ миссис Эленпа мисс Мэрине те пирӗнпе пыма сӗнетӗп. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса илчӗ те хуллентерех, анчах ҫирӗппӗн, тепӗр хут:— Ҫук, эпӗ каятӑп, — терӗ. Вӑл хӑйне ҫак ҫирӗп чунлӑ, ӑслӑ этемсен тӗксӗм массипе лапчӑнса ларнӑн туйнӑ… Марс ҫине те, Ҫӗр ҫине те, сивӗнсе пыракан ҫӑлтӑрсен мириадисем ҫине те пӗрешкел вӑрлӑх ӳкет те шӑтать… Унӑн сӑн-пичӗ те ҫавӑн ҫинченех калать. Электричество лампочкинче усӑ куракан вольфрам 3 400 градусра шӑранса ирӗлет. Паян кӑна ултӑ боевой вӗҫев тунӑ, тӑшманӑн икӗ самолётне ҫапса антарнӑ лётчик! Эпӗ ӑна кӳренмерӗм, мӗншӗн тесен вӑл пире ыратмаллах хӗнемест; ҫӗленӗсене ҫӗнӗрен тытасси кӑна чӑрмав. Сатинӗ ӗнтӗ, паллах, хамӑн арӑма юрӑхлӑ пулӗ… — Сывлӑх сунатӑп, подполковник господин. Капитан ҫапла каларӗ те, Канар утравӗсен хӗвеланӑҫ енӗпе иртсе каяс тесе, суднона тепӗр майлӑ ячӗ; чаплӑ пик хыҫа тӑрса юлчӗ, «Дункан» унчченхи хӑвӑртлӑхпа пырса, сентябрӗн пиллӗкмӗшӗнчи ирпе пилӗк сехет тӗлӗнче Рак тропикӗ урлӑ каҫса кайрӗ. Ну, чӗркуҫленсе лар! — Ав мӗн… — Паллах! — терӗ Николай. Пӗр ҫӗрте кашни ҫутӑ ӳкмессеренех ҫунса хуралса ларнӑ монастырь картезианецсен усал монахӗ пек хӑрушшӑн курӑна-курӑна каять. Тепӗр ҫӗрте монастырь сачӗ ҫунать; тӗтӗм айӗнчи йывӑҫсем чӑшлатса ҫунни те илтӗнет темелле. Унтан Катя ун ҫумне пырса ларчӗ, анчах часах пӑрӑнчӗ, вӑл ӑна пӗр вӑрӑм сӑмах каларӗ пулмалла. — Калас пулать ӑна, пӑрахтӑр вӑл хӑйӗн шухӑшӗсене! — терӗ Павел салхуллӑн. Сунарҫӑ пулӑшнипе Фелим тискер лашасене прери урлӑ хӑваласа каймашкӑн хатӗрленнӗ. Морис ҫав вӑхӑтра хӑй лашине тата пӑч-пӑч чӑпар кӗсрене ҫула кайма хатӗрленӗ. — Трилли!.. Вӑл Базаров ҫапла ӑнланнӑшӑн кӳренчӗ. — Эсир-и? Кун пек хӳтлӗхре ун ҫак икӗ пысӑк хӑрушлӑхран, Ниагара шывсиккийӗпе анас пулсан та, ҫӑлӑнма кӑштах шанчӑк пур! Выльӑх-чӗрлӗхпе курӑмсене пӗрлештернӗ чух, пирӗн утӑпа улӑм та сахалрах пулчӗ. Авланиччен эпӗ хамӑр хушӑри ытти ҫынсем пекех пурӑнаттӑм. — Ҫапла, Аксель, эсӗ тӗрӗс калатӑн, пурте аван еннелле сулӑнать, мӗншӗн тесен эпир ниҫта та илсе пырайман тӳрем сарӑлса выртакан тинӗсрен уйӑрӑлса кайӑпӑр. Ытлашши ватах мар-ха эс… Вӗсем пӑшалпа питӗ хӑвӑрт та тӗл переҫҫӗ, шыв юххине хирӗҫ ишсе Днепр урлӑ каҫаҫҫӗ, ку вара чаплӑ ӗҫ шутланать, уншӑн ҫӗнӗ ҫынна чыслӑн козаксен ушкӑнне илеҫҫӗ. Эп хӑтартӑм ӑна, — терӗ те вӑл салхуллӑн, хама ӗнентерме пултараймасран тем пек хӑрани каллех ӑна ӑсран ячӗ, — хам вилмен пулсан, эпӗ уншӑн та, саншӑн та кирлӗ пулассине пӗлсех тӑтӑм. — Пур. Эпӗ ӑна акӑ сан ҫине те шанатӑп. Вӗсем вӗренесшӗн ытларах тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫавӑнпа ӗнтӗ вӑрманти сукмаксем кӑшт типшӗрсенех эпӗ чӑх ури ҫинче ларакан пӗчӗк ҫурталла уттарнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Вӑл ахаль ӗҫсенче, пустуй япаласенче ҫеҫ, пуринчен ытла хӗрачасемпе тупа тумӑ чухне лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем юлашкинчен ҫапах улталаса хураҫҫӗ, пӑртак ҫилленсенех лӑпӑртатса кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫре ҫырнӑ килӗшӳ кирлӗ. Эпир пӗр йывӑҫ тӗлӗнчен иртрӗмӗр. Кун пекки хӳме таврашӗнче, аслӑксем патӗнче, пӑлтӑрсем хыҫӗнче, чӑн та, пулкалать, анчах хулан аслӑ урамӗнче пӗтӗ сысна ҫӳрени, ку вара ҫав тери ӗҫ…» Ун хыҫӗнче урлӑ та пирлӗ ларса тулнӑ тӑват-пилӗк салтак хӑнтӑртатса пыраҫҫӗ. Боцман пулнӑ ҫынна палуба ҫине илсе тухрӗҫ, кунта вӑл Гарри Грантпа тӗл пулчӗ. Алексей Мересьев хӑйӗн калавне вӑл нимӗҫсен «Рихтгофен» текен сывлӑшри эскадринчи виҫӗ самолета ҫапса антарнӑ куна ҫитиччен, ҫавна пула хӑйне каллех ыттисемпе пӗр тан лётчик тесе шутлама тытӑнни патне илсе ҫитерчӗ. Лось ача калавне шӑлне ҫыртса итлет. Иккӗмӗш туйӑм — юратӑва юратни. — Мӗншӗн тӑватӑ кӗрепенке? — терӗ вӑл мӑкӑртатса, сахӑрне писменпе виҫнӗ май, — виҫҫӗ ҫурӑ та ҫитет. Карчӑкӗ, ывӑлӗ каласа парсан, пуҫӗпе ҫеҫ сулларӗ тата хӑй ӑшӗнче: Лукашка лашана вӑрланӑ тесе шутларӗ, ҫавӑнпа та чӗлхесӗррине ута ҫутӑличченех кӗтӗве леҫсе яма хушрӗ. Ман ӑшра икӗ ҫын: пӗри пурӑнмаллипех пурӑнать, тепри шухӑшлать те малтанхи мӗн тунине тишкерет, пӗрремӗшӗ тепӗр сехетренех сирӗнтен те, тӗнчерен те ӗмӗрлӗхех уйрӑлӗ, иккӗмӗшӗ вара… Иккӗмӗшӗ-и?.. — А эпӗ кам? Тепӗр икӗ кунтан вахтӑра тӑракан матрос горизонтра ҫӗр пуррине курчӗ. Вӑл ирӗксӗрех манран ютшӑнать… ирӗксӗрех, акӑ мӗн йывӑр, акӑ мӗн мана хуйхӑртать — анчах нимӗн тума та ҫук — ҫавӑнпа эпӗ тек ун куҫӗ тӗлне пулас темерӗм, ӑна аякран кӑна сӑнарӑм, ҫапах ку яланах май килместчӗ. — Ку ӗнтӗ уйрӑм ҫын ӗҫӗ, ҫавӑнпа та эпир ӑна пӗтӗмлетсе хӑвармӑпӑр, — терӗ вӑл. Малтанах вӑл шӑппӑн ҫеҫ, унтан вара, хытӑран та хытӑрах, хӑй таврашӗнчи шӑплӑха хускатса макӑрма пуҫларӗ. Чылайччен макӑрчӗ вӑл, ӗсӗкленӗ май унӑн ҫан-ҫурӑмӗ чылайччен чӗтрене-чӗтрене илсе лӑплана пӗлмерӗ. Кашниех мӗн те пулин сӗтӗрсе пырать: пӗрисем кӗреҫепе лумсем йӑтса пыраҫҫӗ (вӗсене вӑрӑ-хурахсем «Испаньола» ҫинчен ҫыран хӗррине пуринчен малтан антарнӑ), теприсем апат валли сысна ашӗ, сухари тата брэнди йӑтнӑ. Ҫав сӑрт ҫинче, аслатирен хӑтӑлма хӳтлӗх тупӑнмасан та, ҫулҫӳревҫӗсен шыв илесрен хӑтӑлма пулӗ. Ну, вӑл эртеле кӗме именерех тӑрать; ҫиекенсем унта мансӑр пуҫне те нумай, тет пулмалла. Ҫаксене пурне те шута илсе пӑхсан, пирӗн батальон ҫак ачасен ашшӗ пулма кирли курӑнсах тӑрать. Анчах эпир ним тумасӑр тӑрсан, сывлама юрӑхлӑ сывлӑш пӗтет. — Ниушлӗ вӗсем хушшинче пӗр хӗрарӑм та пулин ҫав ҫынпа сӑмахлама килӗшекенни тупӑнать пулӗ тетӗр эсир? Кӑмака умӗнче, урисене кӑшт ҫеҫ саркаласа, колхоз завхозӗ Осип Михайлович ларать иккен. Корреспондент сӳнсе ларма пултарать, анчах унӑн ҫырӑвӗсем ҫаплах шӑваҫҫӗ-ха, кайран вара адресат патне ҫитсе ӑна тахҫанах вилнӗ ҫын пурнӑҫӗ ҫинчен каласа параҫҫӗ. Ҫирӗм ҫынна яхӑн пӗр харӑс кӑшкӑрса ячӗҫ: — Мӗнле, пӗтрӗ те-и вара? Лашасем кӑшт силленсе, тулхӑрса ерипен «шаларах, сулхӑналла» кӗчӗҫ. Эккей, мӗн чухлӗ чечек! Куратӑн пулӗ, Машенька, хуйхӑ-суйхӑ мана поэт туса хучӗ. Йытӑ шӑлӗ нихҫан та выҫлӑх шӑлӗ пек ҫивӗччӗн ҫыртаймасть. — Ним те мар, хӗрӗм, хам каятӑп. Хатӗрленӳ тӗплӗн пулса пынӑ: курсантсем мотора, материальнӑй чаҫе, техникӑна вӗреннӗ. — Эпир ҫав кушакӑн шӑммисене илсе килсе кӑтартӑпӑр. Анчах ҫапах та вӑл нумай нациллӗ патшалӑх туса пӑхас ҫул ҫине тӑчӗ, мӗншӗн тесен вӑл социализм никӗсӗ ҫинче пуҫарӑннӑ нумай нациллӗ патшалӑх пур тӗрлӗ пур йывӑрлӑхсене те тӳсме пултарассине пӗлсе тӑнӑ. Вӗсен картишне тӑватӑ лаша кӳлнӗ, икӗ ҫын лармалла карета кӗрет. Бойчо чиркӳре мана хӑех ҫавӑн пек сӑмах сарма хушрӗ, мӑнастирте пытаннӑ тесе кала терӗ. Авланасси вӑл — пыл ӗҫесси пулманнине эпӗ питӗ лайӑх пӗлнӗ. Халӗ ӗнтӗ апат, анне е кукамай пурӑннӑ чухнехи пек, паллӑ сехетре пӗтӗм ҫемьене пӗрлештерекен тата куна икӗ пая уйӑракан хӑнӑхнӑ йӗрке мар. Акула нумайранпа выҫӑхса ҫӳренӗ пулмалла. Ним те пулманнине пула тарӑхнӑ моряксем вакласа пӗтернӗ пулӑ тушкине шыва пӑрахма тесе тӑнӑччӗ, ҫав вӑхӑтра боцман куҫӗсем хырӑмлӑх хутламӗнче пӗр тӗлӗнмелле япала хытӑ хӗсӗнсе тӑнине асӑрхарӗҫ. Мӗншӗн тав тӑвас-ха мана? Ӑна та ӗҫсе ятӑмӑр. Кайӑр. Сасартӑк старик хӑйӗн юлташне темле ҫамрӑк та таса хӗр ҫинчен, пӗтӗм тӗнчери офицерсем те ун кача пӳрнине тӑман хӗр ҫинчен… каласа пама пуҫласа Санина тӗлӗнтерсех ячӗ. — Вӑл!.. Турӑшӑн та — вӑлах!.. — Унтан ҫеҫ те мар. — Пӗлместӗп, — терӗ амӑшӗ шӑппӑн, темле хӑрушӑ япала пуррине туйса. Каяр-ха, Антипушка, пухӑва, унта ӗҫ шанчӑклӑрах, савӑнӑҫлӑрах, артистсем хӑйсем ҫинчен хӑйсем шутлаччӑр. Африка — пӗтӗмӗшле илсен, кӑткӑ ҫӗр-шывӗ. Самолёт, чӑнкӑ ту ҫинчен шуса аннӑ пекех, ҫӗрелле ярӑнчӗ. — Ерӗшкем, — хыттӑн каланӑ Фома, хреснашшӗн ҫивӗч куҫӗ умӗнче пуҫне чикмесӗр. Мӗншӗн? Эпӗ вӗсене лайӑхрах ӑнланса илме те пултараймарӑм, Престола пӑрахӑҫа кӑларнӑ, короле суйласа лартас ӗҫре чинсем аптраса тӑраҫҫӗ, ҫавӑнпа халӑх лӑпкӑ мар, тесе ҫырать хаҫат. Ҫак чӗмсӗр темиҫе ҫеккунта эпӗ хам пурнӑҫра яланах чи телейлисем тесе шутлатӑп; нихӑҫан та, нихӑҫан та, маларах та, каярах та, ҫакнашкал таса, тулли, пӗтӗмӗшпех ҫавӑрса илнӗ хӑпартланӑва эпӗ урӑх курман. Анчах ун пек татӑка тӑрантакан татӑк теме пулать-и-ха — ку пысӑк ыйту! Тӗттӗмленме тытӑнсанах, эпир, тӗм хушшинчен пуҫа кӑларса, анаталла та, тӑвалла та пӑхса илтӗмӗр, хӑрамалли нимӗн те ҫук пек туйӑнчӗ; Джим вара сулӑ ҫийӗнчен темиҫе хӑма хӑпӑтса илчӗ, хӑтлӑ хӳшӗ хайласа лартрӗ, кунта халь шӑрӑх вӑхӑтра кӗрсе ларма та, ҫумӑртан пытанма та пулать, япаласем те йӗпенмеҫҫӗ. Алӑк патӗнче пӑхса тӑракан ҫамрӑксем таранах пурте саксем ҫине ларчӗҫ. «Кун ҫинчен хамӑн карчӑка каласа паратӑп-ха, — терӗ пӗрремӗшӗ, — ӑна ҫакнашкал калаҫу питӗ килӗшессӗн туйӑнать». Анчах ҫак калаҫу вӑл паҫӑртарах шӳтленипе танлаштарсан, ытла пӗчӗк шӳт. Ҫакӑ тата ытти ҫакӑн пек шӳтсем, кӳршисем тӑрӑшнипе тата та хушӑнса, тӗрлӗ ӑнлантарусемпе пӗрле Григорий Иванович хӑлхине кӗнӗ. Пӗчӗкҫеҫ, кӗске ҫунатлӑ, пӗтӗмпе илсен ҫунатлӑ пулӑ евӗрлӗ «Ла–5» самолёта Алексей унчченех пӗлекен пулса ҫитнӗ ӗнтӗ. «Ку шӑпах Джим кравачӗ тӗлӗнче — терӗ Том — ҫавӑн айне шӑтарса тухмалла, хамӑр ӗҫ вӗҫленсен, унта шӑтӑк пуррине никам та курмасть, мӗншӗн тесен Джим утиялӗ ҫӗре ҫитиех усӑнса тӑрать, ӑна ҫӗклесе кравать айнелле пӑхсан тин ҫав шӑтӑка курма пулать». — Никам та ҫук, сэр. — Ҫук, ун пек шухӑшламастӑп. Ку кӗнеке Англинче питӗ палӑрнӑ, тӗнче географийӗпе вӑл Мельбурнри профессорсенчен те тӗрӗсрех паллаштарать. Мӗн-ха вара?.. Вара тул ҫутӑличченех ҫывраймарӗ, чӗлӗм туртса ирттерчӗ. … Ун чухне эпӗ, фортепиано калас вырӑнне бандурӑпа калама вӗренсе, хуласемпе ялсем тӑрӑх ҫӳренӗ пулӑттӑм… Рада хӗр-манахсен пӑчӑхса пурӑнмалли тӗксӗм пӳлӗмӗнче хаяр йӑлана пӑхӑнса ӳснӗ, ватӑ элекҫӗ ӑна ҫутӑ кун кӑтартман. Эсир хӑҫан вӗҫсе тухма пултаратӑр? — Ҫавӑнпа ӗнтӗ эпир вӗсем страуссем мар, жирафсем пуль терӗмӗр, — хирӗҫлерӗ Дик Сэнд. Симурден суранне ҫӗленӗ хирург, чирлӗ ҫыннӑн операци хыҫҫӑн ҫывӑрмалла тесе, икӗ туса малалла калаҫма памарӗ. Документра ҫапла пулӗ тесе ӑнланса илни экспедицине иккӗмӗш хут суя ҫул ҫине тӑратрӗ. Ачасенчен пӗри Бак иккен, тепри — вунтӑххӑрсенчи хытанка йӗкӗт. — Пӗррехинче эс йӑран ҫинче макӑрса лараттӑн. Павел Рита аллине чӑмӑртарӗ те, сӑнне асра хӑварас тесе тӑрӑшнӑ пек, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ… Хам ӗлӗкрех вӗреннӗ латин чӗлхи ҫинчен астуса илнӗ майпа, ҫак унтан-кунтан пухӑнкаласа тӑнӑ сӑмӑхсене Виргили поэтӑн ҫепӗҫ чӗлхипе ниепле те килӗштерме ҫук пек туйӑнчӗ. — Эсӗ йӑнӑшатӑн пулӗ, Плутон. Вӑл ҫеҫ мана айӑплама пултарать, эп айӑплӑ пулнӑ пулсан та, вӑл ҫеҫ айӑплама пултарнӑ пулӗччӗ. Тепӗр темиҫе минутран Рене-Жан пуҫне кӑларса чӳречерен пӑхма шутларӗ: салтак ҫав вырӑнтах тӑрать иккен. — Ҫук, хирпе… Тав-шав тарӑна кӗре пуҫласан, пӗррехинче ҫапла, ҫӳлтен персе аннӑ пек, сасартӑк лагере темле Грюнманский господинӑн урапи килсе ҫитрӗ. Васкамасӑр, тӑрӑшса, турра кӗлтуса пурне те вӗренсе ҫитерсен вара вырӑна кӗр. — Эпир сирӗнпе татӑлӑпӑр-ха. — Кунне долларшар илеҫҫӗ, тет Бен Роджерс. Ҫутҫанталӑкпа лайӑхрах кӗрешес тата вӑрӑ-хурахсем тапӑнассинчен сыхланас тесе (вӑл вӑхӑтсенче вӗсем ҫул ҫинче нумай пулнӑ), ҫулҫӳревҫӗсем пысӑк ушкӑна пуҫтарӑннӑ та каравансемпе ҫӳренӗ. Унта юланутлӑ ҫынсем те, ҫураннисем те пулнӑ. — Ним те ҫук унта, — тесе шантармалла сасӑпа каласа хучӗ Кольхаун. Вӑл, ҫӳлте каланӑ пек, шӑлнӗпе пӗр хваттерте пурӑннӑ, хӑй ун пек пулман пулин те, ӑна чӗререн юратнӑ. Матроссене вӗсем вӗсен начальникӗ вилни ҫинчен пӗлтерсе хӑратма шутланӑ, анчах, мӗн иккенне пӗлсен, матроссем урса кайнӑ та чут ҫеҫ дикарьсем ҫине сиксе ӳкмен. Хӗрарӑмсем, уйрӑммӑнах хӗрсем, хӑйсене арҫынсемпе ирӗклӗн тыткалаҫҫӗ. — Ну! — терӗ Николай Артемьевич, унӑн куҫҫулӗ шинелӗн хӑнтӑр ҫухи ҫине тумларӗ, — ӑсатса ямалла… сывлӑх сунмалла… — Вӑл шампански тултарма пуҫларӗ; ун аллисем чӗтрерӗҫ, бокалти эрех кӑпӑкланса юр ҫине тӑкӑнчӗ. — Ыранччен! — хирӗҫ чӗнчӗ Санин. — Малалла калӑр. Этем чунӗн историйӗ, начар чун ҫинчен калать пулин те, пӗтӗм халӑх историйӗнчен интереслӗрех те, усӑллӑрах та пулӗ-и, тен, уйрӑммӑнах ҫав историе хӑйне хӑй сӑнаса пиҫӗхнӗ ӑс-тӑнпа ҫырнӑ пулсан, кӑмӑла хускатассипе е тӗлӗнтерессипе мухтанма юратмасӑр ҫырнӑ пулсан, усӑллӑ пулма кирлӗ. Пурте ҫутӑласпа тӑвӑл лӑпланасса кӗтеҫҫӗ. Эпӗ хамӑн пӳлӗме питӗрӗнтӗм те каҫченех килте лартӑм. Купса йӗрсе ячӗ те калать: «Ырӑ ҫынсем, — тет, — эсир мана вӗлерме шутланӑ, мӗншӗн тесен ман укҫа илӗртет сире. Вӗсен йӑлтӑркка хӗрлӗ ҫӑмӗ тӗксӗм йывӑҫсем хушшипе кӑвар ҫути пек вӗлтлетрӗ. Луиза ҫав еннелле пит хавассӑн пӑхса илнине курсан, Кольхаунӑн куҫӗсенче шутсӑр усал ҫилӗ палӑра-палӑра каять. — Эпӗ кӑштах ӗҫетӗп, Джим, — терӗ вӑл. Пӗр сехет те, иккӗ те сисӗнмесӗр иртсе каять. Унӑн ҫурчӗ умӗнче тӑтӑшах илемлӗ каретӑсем чарӑна-чарӑна тӑнӑ, тепӗр чухне вӗсен чӳречисенчен светски хӗрарӑмсен хитре пуҫсем курӑнкаланӑ. Ку вӑл пӗтӗмпех кукамайран… Унта, лапсӑркка ватӑ улмуҫҫи айӗнче, пысӑк юман кресло ҫинче ашшӗ ларнӑ. Паганель хӑйӗн тусӗсене кун ҫинчен пӗр халап ярса пачӗ, ӑна вӑл «Амстердам утравне ҫакланнӑ икӗ шотландецӑн историйӗ» тесе пуҫларӗ. Ординаторсем, малтанхи пекех, минтер-простыньсем ҫинчи кашни пӑнчӑ пиркиех вӑрҫнӑ, стенасен, пусма карлӑкӗсен, алӑк хӑлӑпӗсен тасалӑхне ҫӗнӗ сӑмса тутрисемпе шӑлса пӑхса тӗрӗсленӗ. Джонни питӗ чӑтӑмлӑ, хӑй пурнӑҫӗнче мӗн чухлӗ инкек курнӑ пулин те вӑл ҫирӗп ача. Консерва банкине вӑл пӳрнепе тӗплӗн хырса тасатрӗ, банкӑн ҫӳхе тимӗрӗ хӗррисемпе аллине темиҫе ҫӗртен кастарчӗ, ҫапах та ӑна банкӑ кӗтессисенче сало юлнӑ пек туйӑнчӗ. Кулса илтӗн акӑ эсӗ, шӑлусем сан — шывран ҫӑвӑнса тухнӑ йӗкӗреш шур путексем пекех, нимле кӑлтӑк ҫук вӗсенчен пӗрин ҫинче те. Ҫынсем йӑшӑлтата пуҫларӗҫ. — Ҫапла ҫав, — терӗ профессор хӑйӗн куҫлӑхӗ урлӑ ман ҫинелле пӑхса, — мӗншӗн тесен, ҫӗр пичӗ ҫине тухса ӳкмешкӗн пирӗн пӗртен-пӗр ӗмӗтӗмӗр те ҫакӑ ҫеҫ. — Юрать, — терӗм эпӗ. Кунтан эсир ҫав тери илемлӗ ҫутҫанталӑк курӑр, улӑхса чӑрманнӑшӑн ӳкӗнмӗр… Вӑл хӑйсен тӑван садне, сада. Ашшӗ ӑна астутарчӗ: — Мирон — ман шӑллӑм ачи, ывӑл мар. Гуигнгнмсен генеральнӑй совечӗ. Мӗнпур шыва хӗртсе тӑракан хӗвел типӗтсе янӑ. Вӑл мӗнле сӑмахсемпе кӑшкӑрмаллине ыйтрӗ те, сӑмахсене лайӑххӑн ас туса юлма тӑрӑшса, хуларан чи ҫывӑхри ту тӑррине улӑхса кайрӗ. Ан ҫыпҫӑн!.. Манӑн пӗрремӗш ят Сара. Условипе палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл хыттӑн шӑхӑртни илтӗнсе кайнӑ. Аслӑ типӗ пуҫланчӗ; чан сассийӗ пуҫран минтерпе ҫапнӑ пекех пыра-пыра ҫапать: ыраттармасть, анчах темле ухмахланса кайнӑ евӗрле тата илтми пулса тӑратӑн. — Эсир, юлташсем, пурте илтрӗр ӗнтӗ, халӗ пирӗн ячейка тумалла. Ермолай ӑна темӗн те пӗр каласа ылханчӗ. Вӑл, плащ пӗркеннӗскер, шӑпах Елена кунта килнӗ ҫулпа утать; вӑл килне васканӑн туйӑнать. Унтан юн тӑкма хистекен Бобетинский поручик тавлашса илчӗ. Амӑшӗн унӑн кӑмӑлне каякан япала тӑвас, Николай ҫинчен каласа парас килчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, сассине улӑштармасӑрах, кирлӗ мар та интереслӗ мар япаласем ҫинчен халиччен каланӑ сасӑпах малалла каларӗ: — Санӑн хресне ывӑлна куртӑм… Колоннӑра рота хыҫҫӑн рота пырать. — Унта курӑпӑр. Мӗнле тискерленсе итленӗ пулӗччӗ вӑл ҫакна! Ҫавӑн пек чух пурин те куҫӗсем савӑнӑҫпа ялкӑшаҫҫӗ, пурте темле тӗлӗнмелле, ачалла телейлӗ пулса тӑраҫҫӗ, савӑнӑҫлӑ, уҫӑ кулӑпа кулаҫҫӗ, пӗр-пӗрне хулпуҫҫисенчен ачашшӑн ҫапа-ҫапа илеҫҫӗ. Апла пулсан, пӗлмелли те ҫук, — терӗ татах Зеб, пӗр минута пек шухӑшласа тӑрсан. Кимӗ йӗри-тавра ҫӗмрӗк пичкесем, ещӗксем, карҫинкӑсем, турпас таврашӗ тата улам чӳхенсе ҫӳрет, хӑш чухне шерте е пӗрене вилӗ ҫӗлен пек ишсе ирте-ирте каять. Прокурор сӑнӗ те ӗшеннӗ тӗслӗ, салху. Вӗлеретӗп эпӗ ӑна. Халӗ ӗнтӗ акӑ вӑл кӑвак сӑнлӑ чухне, — юрать те пулӗ. Икӗ сехет иртрӗ. Ну, полицине хӑйне те лекнӗ… Пирӗн весласемпе тата вӑтӑр-хӗрӗх хутчен ҫеҫ сулса илмелле! Вара отлив хыҫҫӑн типсе юлнӑ хӑйӑрлӑ вырӑнти йывӑҫсем патнелле ҫитеттӗмӗр. Ах, шуйттан! Вӑл малтан та ҫавӑн пек тунӑччӗ-и? Ковалев кӳме хыҫҫӑн чупрӗ, кӳме, ун телейне, инҫех каймарӗ, Казански собор умӗнче чарӑнчӗ. Ковалев собора кӗме васкарӗ. Ан тӳпелешӗр, эпӗ епископ мар. Халӗ ӗнтӗ штабс-капитан именсе кайнӑ. — Кӑмӑл ҫук… Тӑхтӑр, шампине хам туртса кӑларам… Хамӑрӑн сахал-им? Майӗпен-майӗпенех Назанские чӗтӗрев лӑскама чарӑнчӗ. — Каларӑм ӗнтӗ, кунта ентешсене сайра тӗл пулатӑн. Сана тепӗр хут урапа таптаса лапчӑтмалла ҫеҫ, вара ним те юлмасть санран. Ҫав астрономсен шучӗпе, пӗчӗк планетӑсем ҫинче вӗтӗ ҫынсем, пысӑк планетӑсем ҫинче — улӑп пек шултра ҫынсем пурӑнаҫҫӗ имӗш. Унта ҫапӑҫу пырать, унта хамӑрӑннисем. Пӗччен ҫӳреме лайӑх мар пуласран эпӗ ирхинех Володьӑна пӗрле пыма сӗмнеччӗ, анчах, вӑл, шӑллӗпе пиччӗшӗ пӗр пӗчӗк тӑрантас ҫинче юнашар ларса ҫӳренине курсан ҫынсем мӗн калӗҫ тесе килӗшмерӗ. Эпир пурсӑмӑр та пӗрле выртрӑмӑр. Булгаковпа килӗ… шетӗп… Ну, сывӑ пулӑр-ха, хаклӑ ҫыннӑмсем. Тепӗр минутӑран мексиканка хӑйне йӗри-тавра хупӑрласа илнӗ отряд центрне пырса лекрӗ. Ӑна икон умне ҫакса хунӑ пысӑк мар кӗмӗл лампадка кӑшт ҫеҫ ҫутатса тӑрать. — Чӑн, чӑн, чӑн, — пакӑлтатма тытӑнчӗ Огарнова, ҫухалса кайса. Хӗрачасен усрав ҫурчӗсенче те чаплӑ йӑхран тухнисен хӗрӗсене арҫын ачасене пӑхса ӳстернӗ пекех ӳстереҫҫӗ, анчах вӗсене кунта тарҫӑ-тӗрҫӗсем вырӑнне тӳрӗ кӑмӑллӑ няньӑсем тумлантарса-хывса яраҫҫӗ. Ҫапах та унти тинӗс хӗрринчи ҫара чул сӑртсем ҫине тӑвӑлсем хӑш чухне китсене кӑларса пӑрахаҫҫӗ те, унти ҫынсем китсене хавасах ҫиеҫҫӗ. Хулара халь ҫӗнӗрен тепӗр пысӑк ҫурт — суту-илӳ ҫурчӗ шӑтса тухнӑ, унӑн фирми: «Тарас Маякин тата Африкан Смолин». — Ҫапла ҫав, — терӗ Гленарван, — хуйхи ытла та йывӑр пулнипе вӗсем пӗр вӑхӑтрах урмӑшса курӑннине ӗненме пултарнӑ. — Эсир ӗлкӗретӗр-ха, — хӑвӑрт хирӗҫ тавӑрчӗ хӗр. Хуҫисем, упӑшкипе арӑмӗ, аван халӑх пекех туйӑнаҫҫӗ, ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, тарҫисем те пыраҫҫӗ пек, анчах, атьсем, хуть те мӗн ту та, ҫывраймастӑп эпӗ, чӗре тем аван марра сисет! — Эпӗ-и? Бирюк тепӗр май ҫавӑрӑнса ларчӗ. — Падре, сирӗн туррӑр — ултавҫӑ, унӑн суранӗсем ахаль туса кӑтартнӑ сурансем, унӑн мӗнпур асапӗсем — суя. Тархасшӑн ӗнтӗ, ара». — Ҫапла ҫав, суя тӗнлӗскер, — терӗ вӑл. Ку вӑл, йӗкӗт, сан инкекӳ мар, пӗрлехи инкек, колхоз инкекӗ. — Тӑрсамӑрсам-иҫ, Георгий Алексеевич. Эпӗ вара ӑна тек улталамӑп, чӑннине йӑлтах каласа парӑп терӗм, анчах вӑл та хӑй сӑмахне тыттӑр терӗм. Хӗрарӑм иккӗмӗш хут каласса кӗтсе тӑмарӗ, корзинине илчӗ те, пуҫне тая-тая, алӑк еннелле чакрӗ: — Турӑ сывлӑх патӑр сире, хоспода начальство. — Пли! — кӑшкӑрса ячӗ полковник, малалла хӑвӑрт тухса. — Пӗлетӗп! — кӑшт тӑхтасан тин сӑмах тавӑрчӗ Павел. — Анчах ҫапах та, — терӗм эпӗ стенана тытса пӑхса, — ку стена ытла та вӗри-ҫке. Ҫавӑн пек ӑш вӑркаса кӑмӑлсӑр пулса ҫӳренипе, ҫавна тата ҫуркунне чӗнӗ вӗсем пушшех те хушӑнтарса пынипе, эпӗ каллех пароход ҫине кӗрес те, Астрахане анса Персине тарас тесе шут тытрӑм. Хӗрӗ хӑйӗн класӗн мӗнпур традицийӗсене манса кайса, ҫӗрле лаша тытакан ахаль сунарҫӑпа хирӗҫ пулса калаҫать, тесе шутлама пултарнӑ-и-ха вӑл? Вӑл, арлама пӑрахса, пуҫне самай аялалла пӗксе те аллисене чӗркуҫҫийӗсемпе юнашар шӑппӑн хурса ларчӗ. Шуйттансем ертсе килнӗ пуль сире! — Манӑн ҫех пулсамӑр. Пурне те! — Эй, инкеҫӗм! — терӗ есаул карчӑка: — ху кала-ха ывӑлна; сана итлӗ-и тен… Джемма тепӗр хут чарӑнса тӑчӗ. Юхан-суран пекех йӑшкаса чунне вӗҫӗмсӗрех ыраттарчӗ. Ура ҫине тӑчӗ, пукана ерипен урипе шутарса лартрӗ. Лампа ҫуттинче шуррӑн курӑнакан пит ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхса илчӗ. — Эсӗ ыйтнӑ, вӑл сан кӑмӑлна юранӑ, ҫапла-и? Кунтан, ҫутӑ пӳлӗмрен, каҫ пушшех тӗттӗммӗн, пушшех тарӑннӑн, пушшех вӑрттӑннӑн туйӑнать. — Ку провинцине «Пуян Австрали» тесен тӗрӗсрех пулать, мӗншӗн тесен ҫынсемпе мӗскер пулать, ҫӗршывсемпе те ҫавах пулса пырать: пуянлӑх вӗсене телей кӳмест. Мӗн тума пултараятӑн? Малтан пансион, унтан кадет корпусӗ, ҫар училищи, офицерӑн хупӑнчӑк пурнӑҫӗ… Хӑрушшӑн пӑлханса, Дик нактоуз еннелле ҫаврӑнчӗ, анчах вӑл тӗрӗс-тӗкелех: лампочкӑсемпе ҫутатнӑ компас ҫирӗплетсе ҫакнӑ пӗр центрлӑ икӗ ҫаврашкара унчченхи пекех выртать. — Бомба куртӑн-и? Пиллӗклӗ лампа тӗксӗм ҫунать, хаҫат хутӗнчен тунӑ абажур тавра каҫхи лӗпӗшсем вӗҫеҫҫӗ, стена хыҫӗнче кил хуҫи арӑмӗ харлаттарса ҫывӑрать. Макар ҫав тери йывӑр, анчах хӑйне пит кирлӗ чӗлхене сӑмах хыҫҫӑн сӑмах вӗренсе ларать… Нихӑҫан та пӗлместӗн: пур-и вӑл е ҫук. Тӗтӗм мӑк ҫийӗпе ҫӗр тӑрӑх сарӑлнӑран, Алексея кунта сӳнме пуҫланӑ вӑрман пушарӗ мӑкӑрланнӑ пекех туйӑннӑ. Вӗсене ҫуса тасатасси, шыва кӗртесси — акӑ манӑн ӗҫӗм. — Савнинчен-и — терӗ те вӑл Алексее куҫне хӗссе илсе, тутӑра хӑй минтерӗ айне пытарса хучӗ. Толинен йӗрри те ҫук. Пӗр самант вӑл темле хӑяйман пек тӑчӗ, унтан хӑвӑрт ҫаврӑнчӗ те тӑкӑрлӑк тӑрӑх васкаса утрӗ. Чи малтан вӑл пуҫӗ ҫинче ҫӳҫ ҫулӗсене уҫнӑ, тата икӗ еннелле мӑйракасем пек тармакланса тӑракан парик тӑхӑннӑ, унтан питне темӗнле шурӑ эмелпе сӗрнӗ те, шура краска ҫине куҫхаршисем, уссисем тунӑ, питҫӑмартисене писевленӗ. Пиншер сӗлӗх ӳт ҫумне ҫыпҫӑнса юна ӗмет. Вӑл хӑй асне илмесӗрех ӑна ҫак ушкӑнсенче шырарӗ. Сехрисем хапнӑ хӗрсемпе хӗрарӑмсене ҫав Рада мар-и тесе тинкерсе пӑхса малалла та малалла чупать. Хӑйӗн амӑшне вӑл аран кӑна астунӑ. Юрамасть пулсан, урӑххи мӗн те пулин пуҫланмалла. — Иезуитсене хирӗҫ кӗрешмешкӗн уйрӑм меслет шутласа кӑларма май пур пек туйӑнать мана; ҫав меслет пире цензурӑпа хирӗҫесрен те хӑтарӗ, тетӗп. Халь ӗнтӗ вӑл читлӗхе ҫакланнӑ кайӑк пек пулса тӑчӗ. Ӑҫтан пӗлейӗп-ха ӗнтӗ эпӗ? Ҫула тухсанах Диаз аяккалла пӑрӑнса кайсан, вӗсем ӑна кӑшкӑрнӑ: «Эсӗ вӑл ҫулпа каймастӑн!» — тенӗ. — Коридорнӑй! — кӑшкӑрнӑ старик, кӑкӑрне карӑнтарса. — Истори. Артамонова ывӑлӗ табак туртни кӑмӑла каймарӗ, тата унӑн пирус коробки те начар, вӑл лайӑхраххи илме пултарнӑ ӗнтӗ. Пурне те шеллетӗп эпӗ! — Юлашки вӑхӑтра эсир тӳрре тухса пыратӑр. — Нумай ишсе ҫӳренӗ пулсан та, эпӗ тинӗсе пачах тӳсме пултараймастӑп. — Акӑ мӗн, атьӑр-ха Рыбин пирки шухӑшласа пӑхӑпӑр! — сӗнчӗ амӑшӗ. Унӑн текех чиккисем ҫук ӗнтӗ: Германи Рейн урлӑ каҫнӑ; унӑн текех хӑйне хӳтӗлекен стенасем ҫук; Унтан чӑпӑрккапа ҫеҫ хӑтӑлатӑп, ҫапах та ялан мар, мӗншӗн тесен вӑл мана, шуйттан, нихҫан шутламан ҫӗрте сыхласа тӑрать! Ҫынсем нимӗн те пӗлмеҫҫӗ, тӗрӗссипе ним чул та калама пултараймаҫҫӗ… ан итлӗр вӗсене! Пуҫӗнчен хӗрлӗ калпакӗ ӳксе шывпа юхса кайрӗ. Шывра вӑл ӳкнипе ҫӗкленнӗ пӑтранчӑк сирӗлсен, эпӗ иккӗшне те: О`Брайена та Израэле те куртӑм. Вӗсем юнашарах выртаҫҫӗ. Шыв вырӑнтан тапранса вӗсене хускатать. — Эпир этем обществинче пурӑнатнӑр, — ҫемҫен каларӗ Николай Антоныч. — Тикӗт хушшинче пурӑнсан, ирӗксӗрех вараланатӑн, — тесе ӑнлантарчӗ Джон. Ӑна хальтерех кӑна запасран илнӗ-мӗн, ҫулне пӑхсан — взводра вӑл пуринчен аслӑраххи. «Юлташ» тенӗшӗн ӗнер ҫеҫ ҫынсем пуҫӗсене ҫухатнӑ пулсан, паян акӑ ку сӑмах кашни утӑмрах янӑраса тӑрать. Ҫак лӑпкӑн каланӑ ыйту лейтенанта мӗнле пырса тивнине каласа пама та йывӑр. Уретник пӑшала йышӑнчӗ, ӑна икӗ ури хушшине асӑрхӑнуллӑн тӑратр те такар ҫине ларнӑ тусана тап-таса тутӑрӗпе юратса шалса илчӗ. Кам та пулин маншӑн ҫавӑн пек тӑвас пулсассӑн… Юрать. Еплерех пурӑнкалатӑн, Ниловна? Ҫав тери нумай асап чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн, вилсе выртни ытла вырнаҫусӑр пулнӑ пулӗччӗ. Пӗтмеллех-ши?.. Тӗмӗсем хушшинче такам хуллен тӑрмашни сисӗнчӗ — туратсем хускалчӗҫ. Карапӗ, китсене тытма ҫӳрекен карап пулас, вӑл кунта инҫетри хӗвеланӑҫӗнчен, Мекензи юханшывӗ патӗнчен килнӗ пуль те халь ӗнтӗ Коронаци ятлӑ тинӗс уринче якӑр ярса тӑрать. Вӑл — закройщикӑн фарфор арӑмӗ мар ҫав… Парӑр кунта пӗтӗм япалӑра… Манӑн хуҫа каланӑ тӑрӑх, Аслӑ советри тавлашусем ҫак ыйтусем пирки пулнӑ-мӗн. Юланутлӑ ҫын шыва антӑхсах ӗҫсе ячӗ, куркине Павкӑна калла пачӗ, унтан чӗлпӗрне карт туртса, сиккипе хыр вӑрманӗ еннелле вӗҫтерчӗ. Ачасем вӗсене хӗреспе паллӑ тунӑ чул сӑрт ҫине ҫӳлелле йӑтса хӑпартрӗҫ. Вӑл хӗрарӑм ҫине лӑпкӑн пӑхма пултараймасть. Португалӑн пичӗ ҫинче каллех усал кулӑ вылярӗ, унтан вӑл, пӗр сӑмах каламасӑр, каялла камбуза кӗрсе кайрӗ. Эпир тӳрех килкартине сиксе тухрӑмӑр та — пахча енчи сарай стени ҫуннине куртӑмӑр, — сарайӗнче эпир краҫҫин, тикӗт, ҫу тытса усраттӑмӑр. Кайран Зинаида килчӗ. Эпӗ — ҫӗнӗ тӗнчере. Ого-го-го, ватӑ Джонӑн судни ҫинче мӗн тери дисциплина пулнӑ! Кам кунта? — терӗм эпӗ аран-аран. Упасарри чечеке ларсан вара, тӳрех ярса ил те, хыҫӑнта кирек мӗн курӑннӑ пек туйӑнсан та, ҫаврӑнса ан пӑх». Африкашка хӑйне нумай вӗреннӗ ҫын пек кӑтартать, интеллигентлӑ обществӑна та сӗкӗнсе кӗме ӗлкӗрнӗ вӑл, — ытла час паллӑ вырӑна сиксе тухрӗ. Хӑйсен сӑхса таткаласа пӗтернӗ киккирикӗсем юн хытса ларнипе хуралса кайнӑ, урисем айӗнче тӑпӑлтарса тӑкнӑ хура та хӗрлӗ тӗксем сапаланса выртаҫҫӗ. Вӑл подзорнӑй труба тытса пӗр минутлӑха пит тинкерсе пӑхрӗ, ҫав минут маншӑн темӗн пекех вӑрӑммӑн туйӑнчӗ. Шӑпах ҫакнашкал уҫланкӑсенчен пӗринче маларах янӑ тиншӗксем сӑмаварсемпе те карҫинккасемпе кӗтсе тӑратчӗҫ ӗнтӗ. Чӑн-чӑн полюсран кӑшт ҫеҫ уйрӑмрах тӑракан магнит полюсне кӑтартакан юпа халӗ ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫнелле кӑтартрӗ. Финн Юнлӑ ал та салхуланса хӑй пӗлсе тӑракан пусма картлашкисемпе пушӑ пичкесем ҫинчен шухӑшлама тапратрӗ. Вӑл тӗтӗмпе карӑнса илчӗ кӑна, ҫав самантрах ӳсӗрсе янӑ пек сасӑ та илтӗнсе кайрӗ е типӗ хӑма хуҫӑлнӑ пек чашлатрӗ, туппа вара йӑлтах тӗтӗм карса илчӗ. Марчев вӗсене вӑрттӑн акӑ мӗн пӗлтернӗ: пулас ҫапӑҫу вырӑнне пӑхса тухнӑ, Теки ялӗн хӗвелтухӑҫ енчи хӗррине ҫитнӗ, Бяла Черквара паян пӑлхав пуҫланать тесе каланӑ. «Пулӑшӑр, ҫӑлӑр!» Ҫак ӗҫ ӑна ытларах та ытларах ытама илчӗ, ҫавӑнпа ӗнтӗ хӑй пирки пурнӑҫри кӗрешӳшӗн текех юрӑхлӑ мар «тусан ҫинчи ӑман» тата «фурштат» тесе шухӑшланисем ветеранӑн тӑваткал пуҫӗнчен тахҫанах тухса вӗҫнӗ. — Ҫапла, паллах! — терӗ те ӑна хирӗҫ Николай, амӑшӗ еннелле ҫаврӑнса ларса, ырӑ сӑн-питлӗ пулса, йӑл кулса ыйтрӗ: — Сирӗн пурнӑҫра, Ниловна, кун пекки иртсе кайнӑ ӗнтӗ, эсир юратнӑ ҫын пирки тунсӑхлани пулнӑ-и? Сода заводне мӗнле лекрӗн? Ун чухне эпӗ мӗнле шутланӑ-ха? Лавҫӑ, кӗпер ҫине кӗмелли ҫула хӑмасемпе, пӗренесемпе, кирпӗчсемпе картласа хунине курмӑш пулса ҫӗлӗкне ҫамки ҫинерех антарса лартрӗ, унтан чӑпӑрккине пуҫӗ ҫинче ҫавра-ҫавра лашине тӳрех кӗпер еннелле тытрӗ. — Мӗн тери лайӑх халӑх Атӑл ҫинче! — тесе пычӗ Рубцов савӑнӑҫлӑн, час-часах сӑмсине шӑнкӑртса, сурса. Ҫапла тарӑхса хӗмленнине Петр тӗлӗнсе итлесе тӑчӗ. Вӑл кирек мӗнле ӗҫе те яланах пит тӑрӑшса тунӑ. — Мана ҫиме парасчӗ сирӗн, тупата, питӗ ҫиес килет! — кӗтмен ҫӗртен каласа хучӗ Николай. — Епле вара, епле? — кулнӑ хӗр. Монтанелли пукан хӗррисене пӳрнисемпе шаклаттарса ларать, мӗн пирки те пулин кӳреннӗ е пӑшӑрханнӑ чухне вӑл яланах ҫапла тунӑ. Ромашка ӑна хулӗнчен тытса тӑчӗ, унӑн пальтине тасаткаларӗ, вара мӗн урамран пӑрӑнса куҫран ҫухаличченех васкамасӑр сулланса малалла утрӗҫ. … Ӗлӗкрен начар ачах пулманччӗ-ҫке эсӗ. Татах тепӗр хут пӳлсен, эпӗ шухӑша пӗтӗмпех ҫухатӑп та, вара эсир эпӗ мӗн каласа панине пӗтӗм ушкӑнпа та ӑнланса илеймӗр. Халь вара куртӑм. Пилӗк сехетре вӗсем чей ӗҫнӗ, саккӑрта каҫхи апат ҫинӗ, унтан Наталья ачисене шыва кӳртсе ҫывӑрма вырттарнӑ, чӗркуҫҫи ҫинче тӑрса нумайччен турра кӗлтунӑ, вара ывӑл хӑварас шанчӑкпа упӑшки ҫумне кӗрсе выртнӑ. — Атте, ку мана тивет! Пухӑнакансем — рабочисен хушшинчи партактивран пухнӑ кружок ҫыннисем пулнӑ. Ку кружока парти комитечӗ Корчагин ҫумне, вӑл хӑйне пропагандист ӗҫӗ пама ыйтса ҫыру ҫырнӑ хыҫҫӑн, ҫирӗплетнӗ. Анне хӗрӗх ҫухрӑмра пурӑнать, ун патӗнче те хӳтлӗх ҫук… Аялтан ывӑтнӑ пальтопа ҫыхӑ Егорушка ҫумне пырса ӳкрӗҫ. Кашни кун ҫапла: кӗнекесӗр, культура ыйтӑвӗсемсӗр, мӗнле те пулсан ӑс-тӑн интересӗсемсӗр… Арман патӗнче камсене чавса чикнине Мунчо ахӑрнех пӗлет пулмалла, вӑл ак хальхинче те «Руссиана» асӑнчӗ, эппин вӑлах пӗтӗм вӑрттӑнлӑха та пӗлнӗ пуль. Кил хуҫипе унӑн арӑмӗ ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсемех иккен, мӗн тумаллине хушса тӑракансем тупӑнсан, васкасах ӗҫлерӗҫ. Ӗлӗк эпӗ хӗлле пулсан Мускавра пурӑнаттӑм… Юсанасса хам тӗлӗнмелле хӑвӑртлӑхпа юсанса пытӑм. — Хамӑрӑнне-и? — Ҫыхӑр! — Ҫыртӑм. Юлашкинчен, мартӑн 1-мӗшӗнче каҫпа, пӗчӗк отряд вӑрман хӗррине тухрӗ, вара ҫӗр каҫма тинӗс шывӗнчен пилӗк пин те пилӗкҫӗр фут ҫӳллӗшне ҫӗкленсе ларакан Икаренги сӑрчӗ патне ҫитсе чарӑнчӗ. Мирон куҫлӑхӗ те кантӑкпа, ылтӑнпа йӑлтӑртатать, вӑл, авалхи пилӗк пус тӑракан картин ҫинчи генерал пек, аллине малалла тӑсать, Митя та, пуҫне сулса илсе, ҫӗре темскер пӑрахнӑ пек, аллисемпе сулать. — Анчах ӑҫтан ишсе килнӗ-ха вӑл? — тесе ыйтрӗ Элен. — Ну, антарӑр трап! Пит кичем-ҫке… — тетчӗ. Местечкӑри пӗчӗк чиркӗве пупӑн пысӑк сачӗ ик енчен ҫавӑрса илнӗ, садра авалхилле купаласа тунӑ чул ҫурт. Вӑл писевсемпе шуралмаллисене ун комодӗнчен вӑрланине туйса илнӗ те, унӑн шуратнӑ пичӗ ҫилленнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайнӑ. — Ҫук, пулмасть. Кӗпер ҫинчи замок виҫӗ хутлӑ. Аялти хутӗнче, эпӗ хушнипе, ултӑ пичке тикӗт лартнӑ, ҫӗр ҫыхӑ типӗ ҫапӑ купаласа хунӑ. Ку, ҫак минутра сирӗнпе калаҫакан Иманус эпӗ пулнӑ пекех, тӗрӗс. Ҫӳлти хута улӑм тултарнӑ; варринчи хутра, библиотекӑра, кӗнекесемпе документсем упранаҫҫӗ. Лось ларчӗ. Каллех кӑмӑлӗ пӑлханса кайнипе вӑл калама чарӑнчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ те, такама ыталама хатӗрленнӗ пек, аллисене сарлакан сарса каларӗ;— Хам ӑшра эпӗ ҫав сӑмаха — юлташсем — тенине каласан, чӗремпе илтетӗп, «Вӗсем килеҫҫӗ!» — тетӗп. Пӑрахса карӗ вара ман патран пуян упӑшки патне, учительница тет пулас… Климка, ӑнланса илеймесӗр, Павка ҫине пӑхса илчӗ. — Ку яхта — пирӗн ватӑ та ырӑ Шотландин пӗр кӗтесӗ. Ӑна, тинӗс ҫинче ишекенскерне, Думбартон графствин пӗр татӑк ҫӗрӗ теме пулать. «Дункан» ҫинче пырса эпир тӑван ҫӗршыва пӑрахса хӑвармастпӑр. Вӗсем патне пӗр-пӗр праҫникри парнесемпе пӗрле лекнӗ супӑньпе одеколона хӗрсем калама та ҫук хакла хурса усранине те Алексей аван чухланӑ. Вӑл каҫ эпир вунпӗр сехет ҫине кайсан ҫиҫӗмсирен тӑрӑх антӑмӑр, пӗр ҫурта илсе, Джим кантӑкӗ умне пытӑмӑр, вӑл хӑрлаттарса ҫывӑрать; вара эпир ҫуртана кантӑкран шалалла ывӑтрӑмӑр, вӑл ҫаплах вӑранмарӗ. Сире хӑвӑра кӳрентерме шутламан эпӗ, пачах та урӑхла — сирӗн ҫак суд текен комедие ирӗксӗрех курса тӑрса, эпӗ хам сире хӗрхенетӗп. Эпӗ татах каятӑп… Снарядсем парӑр! Инҫетрен хӗрарӑм кӑшкӑрса яни тата хуллен йынӑшса илни илтӗнсе каять. — Хӑвах шутла-ха эсӗ: санӑн йӗмӳ мӗн шуйттана кирлӗ пире? Кам пирӗн ӑрата ҫавӑн пек хушамат шутласа тупса панӑ, ҫавна леш тӗнчере шыраса тупатӑп та, гранатӑпа ярӑнтаратӑп, ӗмӗрне те хӑйӗн пырши-пакартине пуҫтарса ан ҫитертӗр! Эпӗ айӑплӑччӗ-и вара унта? Унтан Уэлдон миссис Нэн пулӑшнипе ирхи апат хатӗрлерӗ. — Мӗншӗн шывпа? Е Вена. Горева Грабенпа Ринг фотографийӗсем ҫине, Австрин чипер столицин питӗ илемлӗ урамӗсем ҫине пӑхать, Голышев патне кайнӑ чухне хӑй курнӑ урамсене Грабенпа Ринг ӳкернӗ урамсемпе танлаштарать. — Ҫапла, — терӗ Айртон. Юрать-ха, телей пулчӗ, пуҫпа тимӗр ҫеклӗ ҫине пырса тӑрӑнмарӑм. Калаҫма чарӑнчӗ вӑл. Тискеррӗн ахӑрашнӑ сасӑ ҫӗкленчӗ те, ун сӑмахӗсене ача мар, индеец та йӗркеллӗн илтеймерӗ. Хӗрлӗ кашкӑрсем лаша хыҫҫӑн вӗҫтерчӗҫ те пӗр самантрах куҫран ҫухалчӗҫ. Полици вӗсене хӗнеме тапратнӑ! Катя ҫинчен каланӑ хыҫҫӑн Вышимирский темӗнле местком членӗ ҫинчен калама тытӑнчӗ, лешӗ ӑна пӗр тивӗҫсӗрех — унӑн аллӑ ҫул хушши ӗҫленӗ стажӗ пур пулин те, «ӗлӗкхи тавраш» тесе кӳрентернӗ пулать; унтан вара, асне илнӗ май, тахҫан, 1908-мӗш ҫулхине вӑл театртан тухсан, капельдинер «Вышимирский карети» тесе кӑшкӑрнӑ та, ҫавӑнтах карета та ҫитсе тӑни ҫинчен каласа пачӗ. Анчах пемеллисем пӗтсе вут ҫулӑмӗ сӳнсен, урса кайнӑ тискер кайӑксен тапӑнӑвӗнчен мӗнле ҫӑлӑнмалла-ха? — Большевиксем ҫук пирӗн, — терӗ вӑл ӗнентерсех. Чӳрече кантӑкӗсем ҫине тулаш енчен такам ывӑҫла-ывӑҫла хаяррӑн вӑркӑнтарса тӑчӗ типӗ те вӗтӗ юр пӗрчисене. Юланут лӑп чӑнкӑ ҫыр тӗлӗнче чарӑнса тӑнӑ. Пӗррехинче эпир унпа «чунтан» калаҫма пуҫласа ятӑмӑр, вара ҫав ҫын — савӑнӑҫсӑр кула-кула хӑйне хай «политика тӗлӗшӗпе пысӑк ӗҫсем тӑвакан» тесе шутлаканскер, хӑй шухӑшӗсене ним пытармасӑр, чӗререн каласа пачӗ. Эсӗ, пӗлсе тӑр, пирӗн урапа кустӑрмине патак чикетӗн, вӑт мӗн хӑтланатӑн эсӗ! «Силвио!» — тесе кӑшкӑрса ятӑм та эпӗ, сасартӑках хамӑн ҫӳҫ-пуҫ вирелле тӑнине сисрӗм. — Николай Артемьевич Стахов хӗрӗ! — Эпӗ виле-е-тӗп, — акӑ мӗн — тенӗ Миките аран-аран. — Мана ҫавӑн пек мухтама тивӗҫлӗ мар, майор, — тесе ответлерӗ ҫамрӑк ирландец, обществӑна кӑмӑллӑн пуҫ тайса. — Генерал, вӗсен ялавӗ ҫине: «Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗ» тесе ҫырнӑ. — Темӗн, шанма йывӑртарах, — тӗртсе хучӗ майор. Хитре хӗрарӑмсем час-часах ухмах пулаҫҫӗ… Анчах халь ӗҫсем улшӑнса тӑнӑ. — Мӗншӗн апла шухӑшлатӑр? — Вӑл питӗ мӑнкӑмӑллӑ… Анчах чирлӗ ҫын халь ӗнтӗ вӑрман чӑтлӑхӗнче выртман, ӑна юн ӗҫекен ҫӑткӑн койотсемпе хура хӑлатсем хупӑрласа тӑман, вӑл хӳшӗре те, тӗрмере те, хӑйне пӑхман ҫӗрте те выртман. — Ҫапла. Ман шутпа, вӑл ҫын пурнӑҫа темле хӑйне майлӑ, ҫирӗппӗн пӗлсе тӑнӑ пек туйӑнатчӗ. Вӑйлӑ козак пулнӑ вӑл, пӗрре кӑна мар тинӗс ҫинче атаман пулнӑ, тӗрлӗ инкек нумай курнӑ. Унтан вӑл хӑй чӗлхине чарманшӑн ӳкӗнсе, мӗнле ответ пуласса пӑшӑрханса кӗтсе тӑчӗ. Хохолпа Весовщиков, пӗр-пӗрин ҫумне таччӑн ҫыпҫӑнса, кӗтесре тӑчӗҫ. Рон де кавалье. Вӑт эпир ӑна Гирчикпе чухне… Эпӗ хамӑн шухӑша, эсир кирлӗ пек тренировка тунӑ хыҫҫӑн вӗҫме пултаратӑр, тесе ҫырса парӑп. — Мӗнле, лайӑх пӑхаҫҫӗ-и сире кунта?» терӗ вӑл, тата ҫывӑхарах пырса. Эпӗ те ҫавӑн пек шутлатӑп. Анчах ӑна фортри хирург эмеллет, вӑл ӑна халь вырӑн ҫинчен тӑма хушмасть. Ун патӗнче пысӑк мар тимӗр патак выртнине курмарӑн-и? — Тыткӑна лекнисене ан хӗнӗр! — Тата мӗнле инкек кӗтмелли пур-ши? — шӑртланса илчӗ Фрол Рваный. Анчах та чӑннипе мӗнле пулассине курӑпӑр-ха! — терӗ вӑл Дубавӑна, пӑлханса. — Кирлӗ пулсан, ҫапса пӑрах ӑна! — терӗ вӑл хул пуҫҫи урлӑ Давыдова. Вӑл мана хӑй ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑччӗ, манӑн каласа памалли нимӗнех те ҫукчӗ. «Итлӗр, жидсем!» терӗ вӑл. Ун сӑмахӗсенче темле хавхалану сисӗнчӗ. Ҫак ялав вара — пӑлхав пуҫланнине систерет!.. — Анчах мӗн тума улталатӑр-ха вӑл пире? Лопуховсен арманӗ кӗлетре ларнӑ. Ҫакна вӑл «виле умӗнче парӑма татни» тенӗ. — Эсӗ мӗн, сунарҫӑ мар-и? — ыйтрӗ вӑл. — Тулун та ачаш. Кунта мана пӑхакан, тирпейлекен кирлех пулас ҫук. Марья Ивановна акӑ ҫула сансӑрах тухса кайсассӑн, эпӗ лӑпланма пултараймӑп. Хӑйсене патша влаҫӗ аллинче пурӑнма йывӑр пулсан, вӗсем хура халӑха патша влаҫӗ ҫине вӑскӑртаҫҫӗ, халӑх ҫӗкленсе тӑрса ҫав влаҫа король аллинчен туртса илсен, ҫав пӗчӗк этемсем влаҫа ултавпа хӑйсен аллине илеҫҫӗ те халӑха йытӑ йӑви пек шӑтӑксене хӑваласа салатаҫҫӗ, халӑх вӗсемпе тавлашсан — ӑна ҫӗршерӗн те пиншерӗн тытса хӗнеҫҫӗ. Ыйтатӑп санран. Ун ҫинчен нимӗн те каласа памарӗҫ, ҫакӑ питӗ кӳрентерчӗ ӑна. — Василий килӗшет. Унӑн аллинче ашшӗн пурлӑхӗ… Диван ҫумне записка тирсе хӑварнӑ: «Госпитале васкатӑп. — Унта этем хӑйӗн тивӗҫлӗхне чӑн-чӑнах сыхласа хӑварма пултарать, пирӗн хуласенчи пек мар… Мӗн тесе калатӑр эсир?.. — Аппа ун чухне, сирӗн пекех, унӑн тытӑмӗнче пулнӑ. Анчах ку статья мана ӗҫлеме хӗтӗртрӗ. Вӗсем кӑмака питлӗхне уҫрӗҫ те, вут ҫути хура стенасем ҫинче выляма пуҫларӗ. Танечка Воропаевӑн чӗркуҫҫийӗ ҫине улӑхса ларчӗ те — тулли те илемлӗскер, — ҫурӑмне вут енне ҫавӑрса, ҫӑмха пек чӑмӑртанса выртрӗ. Ку куҫ хыҫӗнче калани мар, куҫ умӗнче калани пулчӗ ӗнтӗ. Эсир кунта килнӗ чухне тӑхӑннӑ кӗпепех мӗнле кайӑр вара? Ун пек ан ту. Мӗн ашкӑнса ҫӳремелли пур! Сирӗн тата пурнӑҫ савӑнӑҫӗпе хавхаланса хӑпартланмалли минутсем те пулма пултараҫҫӗ-ха. Пӗр вунсаккӑра ҫитнӗ виҫ-тӑват ҫамрӑк хӗр, ҫирӗм виҫҫе е ҫав тавраша ҫитнӗ виҫ-тӑват ача ҫунатти айӗнче пӗчӗк ачасен нимрен те шикленмелли ҫук тесе шутларӗҫ. Ҫапах та тепӗр хут тытӑнса пӑхма пикенчӗҫ. Анчах Иван Иванович хӑй килӗшменни ҫинчен тӳрех пӗлтерчӗ, ҫиленсе те кайрӗ вӑл. Иван Никифорович, сӑмах хушас вырӑнне, ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те ним те чӗнмерӗ. Ӑнланас пулать ҫакна… Вилместӗп, ҫавӑ кӑна!» Урӑхла пулма та пултарайман, мӗншӗн тесен ӑна ачаранпах: тӗнчере ҫынна тивӗҫлӗ япала пӗрре ҫеҫ — юрату, — тесе вӗрентсе ӳстернӗ. Мана ӗҫлеме — сан патӑнта-и, урӑххи патӗнче-и — пурпӗрех. Ӑна шанса каламашкӑн питӗ хӗн. Пусма каштисен витӗр нумай-нумай клепкӑллӑ металл сфера сийӗ йӑлтӑртатать. Ҫут тӗнчене ҫуралма-и? Ылхан вӗсене! — Мӗн сивви, ӑшӑ вӗт, — тенӗ Миките; ҫуна пуҫӗнчи улӑмпа урисене витмелле тунӑ та ыр ута кирлӗ мар пушша улӑм айне чикнӗ. Урамсем унта тӑвӑрланаҫҫӗ. Автор никам пурӑнман утрав ҫинче. Давыдов кашни косилках питӗ тӗплӗ те вӑрахчен пӑхрӗ. Унтан Люба пусӑрӑнчӑк сасӑпа калаҫма пуҫланӑ: — Кунта вӑл пӗрмаях ӗҫкӗпе алхасать… Малтанхи кунсенчех вӑл тилхепене лайӑх ҫавӑрса тытнӑ. Ҫинҫе те ҫӳллӗ курӑк хушшинчен сенкер, кӑвак, симӗс-кӑвак чечек пуҫӗсем тухса тӑраҫҫӗ; cap чечек хӑйӗн кӗтеслӗ тӑррипе ҫӳлелле кармашать; унта та кунта зонт евӗрлӗ шурӑ чавка-пуҫ курӑкӗ курӑнать, ҫак ҫӑра курӑкпа пӗрлех кунта таҫтан килсе лекнӗ тулӑ пучахӗ тӗшӗпе тулса пырать. Бенедикт пичче тытнӑ шӑна чӑнах та цеце ятлӑ шӑна, вӑл ҫыртнипе караванта пыракан ҫӑк выльӑхӗсем вилеҫҫӗ. Йӗрес патне ҫитнӗ Огнянов ӑна аллинчен тытрӗ. Вӑл Воропаева куҫран тӳрех пӑхрӗ, ун пичӗ, хӗвел пайӑрки хӑвӑрт шуса иртнӗ пек, ыррӑн ҫутӑлса илчӗ. …Вӑл хӑй килӗн хапхи умӗнче машинӑран тухса, Лена патне кӗмесӗрех, тулти пусмапа хӑй патне ҫӳле улӑхнӑ чух, кун каҫала сулӑннӑччӗ ӗнтӗ. Тӗрӗссипе… Витаминыч!.. Манӑн ыйту йӗркесӗр пулсан, туршӑн та, мана хирӗҫ ан калӑр, анчах мана пӗр шухӑш тертлентерет… калӑр-ха, тӗл пултӑр-и эсир ҫав ҫынна… — Эс кирек хӑҫан та ҫынсем ҫинчен шухӑшланӑ, вӗсем те сана манмӗҫ. Тата икӗ кунтан Банза-Мбукӑра экспедицие хирӗҫ Эмбомӑри икӗ сутуҫӑ янӑ апат-ҫимӗҫе тупнӑ; юлашкинчен ҫыран хӗрринчи ҫак пӗчӗк хулара Стэнли канма чарӑннӑ. Эпир кулянмастӑмӑрччӗ, — терӗ старик, — Ерошка мучи сан ҫулсенче чухне нагай тутарӗсенне лаша кӗтӗвӗсене вӑрланӑ тата Терек урлӑ хӑва-хӑва каҫарнӑ. Унтанпа вара вӗсем кашни кунах пӗрле ирттернӗ. Кирила Петрович, ӗмӗрне те никам патне кӗрсе тухма кӑмӑлламанскер, час-часах хӑйӗн ӗлӗкхи тусӗ патне юлташла кӗрсе тухнӑ. Пӗр сӑмахпа каласан, ашшӗ вилнӗ пулсан та, «хӑй айӑплӑ» пулнӑ иккен, кунта нимӗн иккӗленмелли те ҫук. Сен-Жером кӑкӑрне каҫӑртса, аллине мӑнаҫлӑн сулса, тискер сасӑпа: «A genoux, mauvais sujet!» — тесе кӑшкӑратчӗ, чӗркуҫлентерсен хӑй еннелле пӑхса каҫару ыйтма хушатчӗ. — Ку ахаль танлаштару кӑна, — терӗ вӑл. Ну, вӑт, эп каллех таврӑнатӑн. — Нимех те мар, Морис, нимех те мар, — терӗ майор лӑплантаракан сасӑпа. Апла пулсан, мӗне курса пуҫна минрететӗн-ха тата? Лейтенант, хумханса, мала тухса тӑчӗ. — А Киев, ачасем? Бекки хӑйне епле тытнине астуса илсен, унӑн ӑна нимӗн чухлӗ те шеллес килмерӗ, ҫапах та вӑл хӑй хӗрхеннине пусарма пултараймарӗ, хӑй ӑшӗнче Беккине лакессишӗн савӑнса хӗпӗртеме те вуҫех пултараймарӗ. Вӑл ним ҫинчен шухӑшламасӑрах алӑк патнелле кайрӗ, анчах прислугине пулӑ ҫинипе чирленӗ пирки больницӑна ӑсатнине аса илчӗ те, чарӑнса тӑчӗ. Ҫулла-ха вӑл, ҫур ҫул каярах ҫеҫ, ун ӗнине клевер акнӑ ют хиртен тытса кӗчӗҫ. Станцине ҫитсессӗн, смотритель патне кӗчӗ те лав пама ыйтрӗ. Хӑрушӑ вӑйпа тапма пуҫларӗҫ юн тымарӗсем, юнӗ вӗриленчӗ, шухӑшӗсем кайӑк пек ҫаврӑнма пуҫларӗҫ. Хӑш-пӗр хресченсем — пурте хамӑр ҫынсемех-ҫке, — Марина аран ӳкӗте кӗртсе, чирлӗ ҫын патне кӗркелесе тухма пултарчӗҫ. Дуняшӑн, хӑй пӑлханнине пытарас тесе, ращана тарса пытанмалла пулчӗ. Тискер кайӑкӑн салхуллӑ хура куҫӗсем йӑлтӑртатса тӑракан шурӑ юр ҫинче темӗнле тӗксӗм кӗлеткесене курчӗҫ. Парусӗсем нумай пулсан та бриг океан ҫинче аран-аран шуса пырать. Ку ӗҫ, шӳт туни мар ӗнтӗ… — Ҫавӑн пекех килсе ҫитӗ: пур ҫӗршыври рабочисем те пуҫӗсене ҫӗклӗҫ те ҫирӗппӗн: «Ҫитет! — Фу, шуйттан! — хаваслӑн ятлаҫса илчӗ Петро. — Кӗтӳҫӗ-и, ҫав Петр? — ыйтрӗ хӑрах куҫли; кӑштах пӑлхарла ӑнланатчӗ пулмалла вӑл. «Сирӗн ирӗк ӗнтӗ…» — Эсӗ ҫамрӑкланатӑн-им? Ку пулӑ лаптак, пуҫӗ ҫавракарах; малти пайӗнче шӑмӑ евӗрлӗрех ҫуначӗсем пур; ҫӑварӗнче шӑлӗсем ҫук; ишмелли ҫуначӗсем кӑкӑр тӗлӗнче, хӑй хӳресӗр. Кусем уҫӑлса пыракан суд драмин свидетелӗсем ҫеҫ пулса пӑхса тӑнӑ пулмалла — ӗҫе татса паракан сӑмах ыттисен аллинче пулнӑ. Вӑл ҫывӑрса кайрӗ. — Эпир унпа пӗрне-пӗри ҫыру ҫӳрететтӗмӗр те, унтан ҫырми пултӑмӑр. Ну, пӗтӗмпех хатӗр. Ҫакса вӗлермелли площаде шыраса тумпа йывӑр пулмарӗ: унта пур енчен те халӑх кӗпӗрленсе утать. — Ырӑ чунлӑ ачам, эп тепӗр хут калатӑп: эсӗ хӑвна чӑн-чӑн арҫын пек, карапӑн тивӗҫлӗ капитанӗ пек тытрӑн. Нумаях та вӑхӑт иртмӗ, вӗренӳ пӗтнӗ-пӗтменех эс «Джемс Уэлдон» ятлӑ суту-илӳ кампанийӗнчи пӗр-пӗр карапӑн капитанӗ пулса тӑрӑн. Ман упӑшка та ҫакнах калӗ. Хура Урасем халӗ тӑшмансене вӗлерсе пысӑк ҫӗнтерӳсем тунине вӑл аван пӗлнӗ. Йытӑ вӗрнӗ тӑрӑх шутласан, вӑл хамран сулахӑйра хӑваланӑ пек туйӑнчӗ мана; эпӗ вара, мулкач ҫулне пӳлес тесе, уҫланкӑ урлӑ васкаса чупма пуҫӑнтӑм. Ӑҫта вӑл халь? Вӑл сиккипеле сиктерсе килет, часах ӗнтӗ ҫын сасси илтӗнмелли хушша пырса ҫитрӗ. — Эпӗ. Вӑл хӗрӗх ҫултан иртнӗскерччӗ: пӗчӗкскер, кукӑр туналлӑскер, йывӑр арӑм пек мӑн хырӑмлӑскер, вӑл ман ҫине ҫутӑ куҫӗсемпе кулкаласа пӑхатчӗ, унӑн куҫӗсем ырӑ та савӑнӑҫлӑ пулни шутсӑрах тӗлӗнмелле туйӑнатчӗ. Вӑл вӗри япала мар пулин те, ӑна Хӗвел ҫине тытсан, унтан Хӗвел ҫути каялла ӳкет. — Эпӗ ӑна каламасӑр тӑма чӑтаймарӑм, — пӑшӑлтатрӗ Эмиль, — вӑл тавҫӑрса илнӗ — эпӗ вара ниепле те пултараймарӑм… Гусевпа Маша тахҫан капӑр пулнӑ, халӗ ҫынсем пӑрахса хӑварнӑ пысӑк ҫуртри пӗр пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ. — Ҫапла, эсир — де-Лантенак маркиз господин. Лукашкӑпа Назарка, вӑйӑ картине татса кӗрсе, хӗрсем хушшипе ҫӳреме тытӑнчӗҫ. Бимпа Баун мӗн пӗлтерни ҫинчен Клош-Кван каласа панӑ, юлашкинчен вара вӑл ҫапла ыйтнӑ: — Санӑн, Киш, сунара мӗнле ҫӳрени ҫинчен пире каласа памалла пулать. Вӑл «аминь» тенӗ-теменех халӑх хушшинче тахӑшӗ псалом юрлама тытӑнчӗ, ун хыҫҫӑн пурте хыттӑн кӑшкӑрса юрларӗҫ, вара манӑн чун ҫӗкленсе, хавасланса кайрӗ, чиркӳрен тухнӑ чухнехи пекех. Эпӗ улпут ҫеҫ пулнӑ, эсир мана гражданин турӑр. Ӑратлӑх ӑйӑра та хамах пӑхнӑ. Гаррис, лашине илсе килес тесе, вӑрманалла утма тӑчӗ, анчах Дик Сэнд ӑна ҫӗнӗ ыйту парса чарчӗ. — Джордж Джексон, сэр. — Макӑрма кирлӗ мар! — терӗ хохол ачашшӑн та шӑппӑн. Тытса тулла ҫавна, Серко! Ҫакӑ авалхи историпе, ҫул ҫинчи ҫыннӑн плащне хывса илесшӗн тем пекех асапланнӑ тӑвӑлпа, хӗвел ҫутине ярса илме ӗмӗтленнӗ, анчах ҫав ҫутӑна пурпӗрех хӑй аллине ҫавӑрса илнӗ тӑвӑлпа танлашса пӗр мая килмест-ши? Семен! Ӗненӗр эпӗ каланине, майор, ҫак икӗ юланутран пӗри теприне вӗлернӗ. Вӗсем сасӑсем илтӗннӗ еннелле хускалчӗҫ. Тӳпе ҫӑран тӗттӗмленет. — Вӑл Негоро йӗрӗ ҫине ӳкме пултарнӑ. Юланутӑн пуҫне куртӑмӑр тесе калакан ҫынсем вӗсем тӗрӗс каланӑ. — Мӗн пулать, пултӑр. Аминь! Эпӗ мӑшкӑл тӳсрӗм, хур куртӑм, хама чӑннипех телейсӗр тесе шутларӑм. Акӑ эсӗ пӗр-пӗр ҫӗрте уявра пыратӑн е театрта, е, калӑпӑр, сана ресторанта мӗнле те пулин шпак хур кӑтартнӑ… чи ирсӗрне илӗпӗр — темле штатски сана ҫупкӑ панӑ. 1712 ҫултан пуҫласа 1767 ҫула ҫитиччен архипелагпа тата французсен тинӗс ҫӳревҫисем темиҫен паллашнӑ. — Кӑштах пур-ха. Тапӑнма пуҫличчен мӗн пурӗ те ҫур сехет кӑна юлчӗ. Хам пулса хам куҫпа курнӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем ҫинчен каласа париччен, манӑн малтанах Оренбург губернийӗн 1773 ҫул вӗҫӗнчи лару-тӑрӑвӗ ҫинчен пӗр-ик сӑмах калама тивет. — Ун ҫинчен аслисем пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ. «Мӗн каларӗ вӑл, — шухӑшларӗ Ромашов, — ах, мӗн каларӗ-ши вӑл?» — Мӗн ҫинчен? — Йӑлтах пӗтрӗ! Епле майсӑр япала пулса тухрӗ! — терӗ вӑл, кулкаласа та аллисене саркаласа. Ҫак вӑхӑтра урампа иртсе пыракан ҫамрӑк художник Чартков лавкка умӗнче ирӗксӗрех чарӑнса тӑчӗ. — Абрека вӗлертӗм! Ак, кама петӗм! — терӗ Лукашка, ури ҫине сиксе тӑрса. Хумханнипе ун сасси тытӑнкӑллӑрах тухрӗ. — Эпӗ ӑнланатӑп, ӑнланатӑп! — терӗ ӑна хирӗҫ амӑшӗ васкавлӑн. Плошадьре, лавккан уҫса хунӑ тата ҫутӑ ӳкнӗ алӑкӗ умӗнче, казаксемпе хӗрсен ушкӑнӗ хура та шуррӑн курӑнать, хытӑ юрланисем, кулнисем, калаҫнисем илтӗнеҫҫӗ. Анчах эпӗ ҫапах та тӳсетӗп, чӑтӑмлӑх маншӑн темӗнле мухтавлӑ ӗҫ пек пулса тӑчӗ. Автор Англи ҫинчен малалла каласа парать. Ҫыр хӗрринче шыв кӑларса пӑрахнӑ хулӑн хура пӗрене выртать, тата пӗрене таврашӗнчи хӑмӑша нумай пулмасть таптаса лапчӑтнӑ-мӗн. Ҫапла калаҫса татӑлнӑ вара: хамӑрах тирпейлесе хума пултаратпӑр, тенӗ. Эпӗ сана ырӑ тӑвасшӑн. Айртон, пӑртак шухӑшласа тӑчӗ те, ҫапла каларӗ: — Ман ҫине шанса калаҫнӑшӑн, сире тав тӑватӑп, сэр. «Ясек, Ясек, ман юратнӑ чунӑм, илтетӗн-ши эсӗ мана Липинцӑра?» — кӑшкӑрчӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. Пуҫне уснӑ та вӑл, хуллен утать; ун хыҫҫӑн Черня сӗнкӗлтетсе пырать. — Вӑл ҫук, январьтех Харькова кайнӑ, Харьковран Мускава куҫнӑ тенине те илтнӗччӗ. — Калама та ҫук аван, хаклӑ Эдуард! — тесе ячӗ Элен. Эсир Харьковра ӗҫлеместӗр пулӗ? — тесе ыйтрӗ. — Суд килет! — тени илтӗнчӗ. Унӑн путек ҫӑмӗ пекех кӑтра, тӗтӗм тӗслӗрех шуранка ҫӳҫне ӗмӗрне те тура тивмен темелле, — казакла ҫӗлетнӗ кивӗ картуз кӑшкарӗ айӗнчен авкаланса тухса, ҫав ҫӳҫ кӑтрашкисем нимӗн йӗркесӗр ҫӳлелле ункӑланса тӑраҫҫӗ. Масар хӗррипе пӗр-пӗринпе перӗнкелесе пӑрсем юхса иртеҫҫӗ, хӑшӗсем хуллен ишеҫҫӗ, хӑшӗсем хӑвӑртрах. Манӑн шухӑшпа Айртон шухӑшламасӑр калаҫмасть. Эпӗ те вӑл панӑ сӗнӗвех паратӑп. Федюшка, ку, тем пулсан та, Каштанка! — Ку ӗнтӗ ытлашши пысӑк сӗмсӗрлӗх! — терӗ вӑл ура ҫине тӑрса. Выртмалли вырӑн вырӑнне пӗр ҫӗклем упа сарри сарнӑ. — Вот сире «анчах», Стриж юлташ. Гимнастёркине илес тесе хусканчӗ вӑл, анчах вӑйсӑр алли тӳшек ҫине каялла ӳкрӗ. — Ҫакнашкал батарейӑсене хирӗҫ тӑрайӗ-ши Ази пики?» — Хӑвӑр ҫинчен анчах калӑр, Паганель, — терӗ майор. Халех икерчӗ пулать. Ҫывӑратӑп!..» тесе чӗвӗлтетет. — Хӑвӑр вара? Арӑм вара? Кам-ха вӑл? Вӑл унччен мӗнле пулнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех, вӑл — вӑрттӑнлӑх. — Хӑравҫӑ! — тӳрккессӗн тавӑрнӑ Фома. — Майданников! — чӗнсе илчӗ Андрей. Хорунжи килӗшмерӗ. Пирӗн пуҫ тӗлӗнче пилӗкҫӗр футран инҫех мар, вулкан кратерӗ уҫӑлса тӑрать: унӑн ӑшӗнчен кашни чӗрӗк сехетренех аслати сасси пек кӗрлесе пемзӑпа, кӗлпе тата лавӑпа хутӑш ҫӳллӗ ҫулӑм юпи сирпӗнсе тухать. Кӗтмен ҫӗртен ҫӗрӗк мачча хӑми ишӗлсе аннӑ, Кандов вара тӳрех пӑлтӑра ӳкнӗ. — Челкаш, рульне вӑйлӑн сулса, кимме баркӑсен хушшинчи уҫӑ тӗле кӑларчӗ, яка шыв тӑрӑх вӑл хӑвӑрт шӑвӑнчӗ, кӗсменсен айӗнчи шыв сенкер фосфорит ҫутипе хыпса кайрӗ: унӑн вӑрӑм ленти, ҫемҫен йӑлтӑртатса, кимӗ хӳри хыҫӗнчен вӗлтӗртетсе пычӗ. Шутлатӑп хам: ак япала! — Ромашка! — кӑшкӑртӑм эпӗ хыттӑн. — Тӗрӗс! Анчах мӗнле инҫе халь Перу ҫӗршывӗпе Боливи ҫӗрӗ! Халиччен мӗн пӗлнине эпӗ чӑтӑмлӑн тӳсме пултараттӑм, анчах ҫакӑ юлашки хыпар мана йӑлтах ҫапса хуҫрӗ… — Малтан пӗри тӗлӗнтерсе хӑтланчӗ, халь акӑ иккӗн… (Скайльс сӗтел кӗтессине ларчӗ те чек ҫырма пуҫларӗ.) Пӗрре тытӑннӑ пекех туса ҫитер ӗнтӗ ӗҫе: мана ҫак мӗскӗн тӑлӑхпа пӗрле, турӑ пире ӑҫта кӑтартать — ҫавӑнта кайма ирӗк пар. Эпӗ куҫа уҫса ун ҫине пӑхрӑм кӑна, вӑл тарӑхса та ним иккӗленсе тӑмасӑр мана ҫапла каласа хучӗ: — Тен, эпӗ камне пӗлнӗ май, сире манпа пӗрле ларма та аван мар пуль? — Ҫавӑн пек пулса тухрӗ ҫав, — терӗ Юргин именсерех, хӑрах аллипе тусне ыталаса. — Ӑҫтан тупнӑ? Улашка чарӑнма та, майӗпенрех кайма та шутламасть пулас, иккӗмӗш лине пӗрремӗшпе сыпнӑччӗ ӗнтӗ, вӑл та ҫавӑн пекех хӑвӑрт сӳтӗлме пуҫларӗ. — Унта та хуласем-и? Вилесле тилмӗрсе шыратпӑр эпир санӑн хӳхӗм ӳт-пӗвне, Озирис, таврӑнсам хӑвӑн ҫуртна!» Стефчов ӑна сӗмсӗр пӑхса тӑнинченех шӑхӑраканни ҫавӑ иккенне тӗшмӗртсе илчӗ. — Ас ту, вӑрӑм хӑлхуна татса илӗп акӑ! — пӑшӑлтатрӗ Огнянов. «Турӑҫӑм! — шухӑшларӗ вӑл, — тытса пӑрахмарӗ-ши ӑна?» Ҫырусем кӑна кунсерен пин ҫурӑ илеттӗмӗр те. — Темшӗн-ҫке, пирӗн пӳртре чиркӳри пекех шӑп, — тесе хучӗ кил хуҫи арӑмӗ. — Эпӗ сирӗнпе хӑвӑрӑн ывӑлӑр ҫинчен калаҫасшӑн марччӗ, — эпӗ унпа тӗл пулман, тата хурлӑхлӑ калаҫусене юратмастӑп. Вӑл ҫынна темӗн те пӗр каласа пӗтерӗ, анчах чӑнлӑх ун енче. Халӗ ӗнтӗ Алексей хӑйне пӗтӗм кӗлеткипех машинӑпа пӗтӗҫнине туйрӗ! Дона престола йышӑнма пултараймасть. Анчах ҫакнашкал чӗтрени мана пулӑшрӗ те. Вӗсем, пӗр-пӗрне ӗшентерсе ҫитерсе тата нихӑҫан та пӗр-пӗринпе туслӑ пулас ҫуккине пӗлсе, уйрӑлчӗҫ. Миҫе хут каланӑ сана? — ҫиленсе кайрӗ Лозневой. — Иха, Иха, — хурлӑхлӑн чӗнчӗ вӑл, — хо туа мурра, туа мурра… Эсӗ мана пӗтӗмпех хӑрӑмпа вараласа пӗтертӗн пулӗ-ха». Эпӗ унта пырса улӑмне сиркелерӗм те, хамӑн телейӗме, пӗчӗк хут таткисен пысӑках мар ҫыххине туртса кӑлартӑм. — Халех пӗлетпӗр, — терӗ ӑна хирӗҫ, тин ҫеҫ вӗлернӗ япалана шала сӗтӗрсе кӗрекен майор. Вӗсем этемрен темиҫе пин ҫул ӗлӗкрех пурӑннӑ, анчах вӗсем ҫӗр айӗнчен кӑларнӑ шӑммисем тӑрӑх, англичансем «lias» текен тӑмлӑ известь чулӗсен сийӗсем хушшинче тупнӑ, вӗсен ӳт-пӗвӗ мӗнле пулнине те, вӗсен пысӑкӑшне те кӑтартса пама пултарнӑ. Эпӗ пӗррехинче Кораблев Марья Васильевнӑна ун пирки: «Ӗненӗр мана, вӑл тискер ҫын», тенине, ун ҫинчен капитан: «Тархаслатӑп сана, ан ӗнен эсӗ ӑна», тесе ҫырнине асӑма илетӗп. Ку япала акула хырӑмне кӗриччен те океанра питӗ нумай вӑхӑт ҫӳренӗ. Ҫав пӳрнесем ҫине пӑхсах старик мӗн ҫинчен шухӑшланине пӗр йӑнӑшмасӑр тавҫӑрса илме пулать. Алӑк патӗнче тӑракан Марья Васильевна Кораблев васкамасӑр тумланнине пӑхса тӑчӗ. — Питӗ те пысӑк чыс вырӑнне хунӑ пулӑттӑм, анчах пултараймастӑп: манӑн лӑплантаракан ҫурта кӗрсе тухмалла… Ахӑртнех, ҫакӑ ӑна савӑнӑҫ кӳчӗ пулас. Половцевӑн уҫӑмсӑррӑн тухакан хулӑнрах сассине илтсен, Яков Лукич лӑштӑрах халран кайса, ҫурӑмӗпе стена ҫумне таянчӗ, аллисемпе пуҫне ярса тытрӗ… Кӗпе ҫатӑртатса ҫурӑлни илтӗнчӗ — Гаврила куҫне ӑссӑр тавӑрса пӑрахса, пӳрнисемпе сывлӑшран тытасшӑн пек пулса, урисемпе тапкалашса хӑйӑр ҫинче выртрӗ. Инкек тени ӑна тӗрӗслӗхрен аяккалла пӑрса янӑ. — Ну-ка, — терӗ вӑл юлашкинчен. Эпӗ тӑрӑшса ӗҫлеме ҫеҫ, партин техникӑллӑ ӗҫне ҫеҫ туса пыма юрӑхлӑ. Вагон хыҫӗнчен тепӗр кӗлетке тухрӗ. Епле кичем пулма кирлӗ унпа! — Сывӑ-и, мӗнлеччӗ-ха санӑн яту, — ӑна Троекуров, — мӗн ӗҫпе ҫӳретӗн? Ик кун хушши Павел ҫирӗмшер сехет ҫывӑрчӗ, виҫҫӗмӗш кунне Артём патне депона пычӗ. Владимир чиновниксем патне пычӗ. Аллӑ ҫухрӑм пӗр чарӑнми чуптар хуть, ӑна тата ҫав тери лайӑх вӗрентсе ҫитернӗччӗ — хуҫа хыҫӗнчен йытӑ пек чупатчӗ; сассине те уйӑратчӗ унӑнне! Ҫакӑ пуҫланассине пӗлетӗн, унран вутран хӑранӑ пек хӑратӑн, ҫавӑнпа хӑвна тытса чарма та хӑтланса пӑхатӑн-ха, анчах сана пӗтӗмпех хаярлӑх ярса илет. Вӗсене шыраса тупас. Лашана тепӗр виҫӗ сехетрен тухса шӑварӑн. Эпӗ мӗнле те пулсан ҫак мӗскӗне ирӗке кӑларассишӗн тӑрӑшма шутларӑм. 1861 ҫул, август. Дик тесен вара, ун туйӑмӗсене нимле те ҫырса кӑтартаймӑн. Асту, Том Морган: манпа килӗштереймен ҫын ҫӗр ҫинче пурӑнма юлаканни пулманччӗ-ха, — терӗ. — Ӑслӑ ухмахпа та ӑслӑ, ухмах ӑслипе те ялан ухмах, — тавӑрчӗ Лушка. Ҫӗршӗн часах хӑшӗсем нумайрах, хӑшӗсем сахалтарах тӳлени палӑрчӗ, ҫитменнине тата хӑйсен лаптӑкӗ ӑҫта иккенне, вӗсен чиккине ӑҫта лартмаллине пӗри те пӗлмест. Морфинистсем, табак туртакансем, пӗр вӗҫсӗр ӗҫекенсем — пурте пӑсӑлнӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех темиҫе хӗрарӑма курса хӑйӗн ӳтне килентернӗ ҫын та — ӗмӗрлӗхех пӑсӑлнӑ ҫын. Коробкӑна, ӳкерчӗкпе сӑвва яланах кукамай ларакан Вольтер креслин туртса кӑлармалли сӗтелӗ ҫине икӗ батист тутӑрпа тата анне портретне кӗртсе лартнӑ табак пуракӗпе юнашар хучӗҫ. Корона тӗксӗмрех ҫутатать; унӑн ҫути тулли Уйӑх ҫутатнинчен икӗ хут сахалрах. Хӑйӗнчен: ҫапӑҫнӑ-и, тесе ыйтсан, вӑл яланах типпӗн — ҫапӑҫнӑ, тесе ответлетчӗ, анчах тӗпе-йӗрӗпе каламастчӗ; ку ыйтусем унӑн кӑмӑлне килменни курӑнсах тӑратчӗ. Анчах юлашки икӗ эрне хушшинче эпӗ ҫакна куртӑм: эсир хастарлӑ тата хӑвӑрӑн юлташӑрсене панӑ сӑмаха шанчӑклӑ тытакан ҫын иккен. — П-питех мар!.. — терӗ Гаврила, сывлӑш ҫавӑрса, ҫак хушӑрах хуллен ӳсӗрсе илчӗ. Тепӗр кунне каҫалапа Ганс ӑсталӑхне пула сулӑ хатӗр пулчӗ. Давыдов урапа ҫинчен сиксе анчӗ, кепкине хывса, пуҫне тайрӗ: — Колхоз правленийӗ ячӗпе сире ӗҫе таврӑнма ыйтатӑп. — Пустуй! Хӗрлӗ Ҫар ҫак тӑвӑллӑ наступление туса пынӑ кунсенче те кун пек сахал ҫухатупах пысӑк ҫӗнтерӳ туни пит те тӗлӗнмелле пулнӑ. Катя тӗлӗнме юратмасть, кӗскен кӑна:— Вӗреннӗ, шӑнкӑрчӑ пек, — терӗ. Вӑл кӗрсенех ним ӑнланмасӑр аптраса тӑчӗ. Йӗри-тавра шӑп пулнӑ. Тарҫӑсем ҫак хушӑра, кашнин черккине тултарса, хӑнасем тавра темиҫе хут ҫавӑрӑнма та ӗлкӗрчӗҫ. Ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗнче ҫыран ҫӳллӗ сӑмсахпа вӗҫленет, ун ҫумӗнче карапсем чарӑнмалли уҫӑ вырӑн пекскер курӑнать. Эсир — Париж ҫине ҫаврӑнса та пӑхасшӑн мар! Клисурӑри пӑлхав малтанласа ҫывӑхри ял халӑхне хӑратса пӑрахнӑ, вӗсем Клисурӑна пулӑшма вырӑс ҫарӗ килнӗ тесе шутланӑ-мӗн. Тӳперен, пӑт-пат тенӗ пек, юр ӳккелет; юр пӗрчисенчен нумайӑшӗ ҫӗре ҫитмесӗрех ирӗле-ирӗле каяҫҫӗ. Эпӗ ӑна хамӑн аллӑмпа чӑмламалли паратӑп, эсир — портфельщиксем, кураймастӑп эпӗ сире», тет. — Вӑл тарӑн варта пӗлтӗр вӑрӑсем Аким ятлӑ вӑрман хуралҫине путарса вӗлернӗ. Урӑх нимӗн каламалли те ҫук. Пӗтетӗп эпӗ! — Мӗнле Пугачев кумӑшӗ? Вӑл ман ҫине вӑрӑм куҫ хӑрпахӗсем витӗр шухӑша кайса тимлӗн пӑхатчӗ, — ҫав минутчен никам та ман ҫине ун пек пӑхманччӗ. — Егорий… — хуравларӗ лешӗ. Вӑл ним те пӗлмест тесе ун ҫинчен тӗрӗс те калаҫҫӗ пуль ҫав, ав, пӗчӗк ача пек, вӑл ҫирӗм пуслӑх укҫана та укҫа терӗ. Англири влаҫсем, колонисен министерстви астутарнипе Грант капитан тытнӑ шухӑша унчченех пӗлсе тӑраканскерсем, унӑн умне тӗрлӗ чӑрмавсем кӑларса тӑратнӑ. Ҫапах та вӑл Ҫӗнӗ Гвинейӑран хӗвелтухӑҫӗнче пур енчен мая килекен пӗр вырӑн тупнӑ. Хӑй тупнӑ утрав ҫинче колони тума май пурри ҫинчен вӑл пӗрре те иккӗленсе тӑман, мӗншӗн тесен хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчен куҫса килес текенсемшӗн унта чечеклӗ пурӑнӑҫ тума май пулнӑ. Вӑл мана кӑтартман, кун пирки сӑмах майӑн ҫеҫ кӑшт-кашт калакаланӑ. Вӑл, ухмах, нихӑҫан та Испани корольне курман-ҫке-ха! Чирлӗ ҫын нумай тӗлӗшрен нуша курать пулӗ. Эсӗ, тархасшӑн, именсе ан тӑр. — Эсир тупӑшсене Алексейпе мӗнле валеҫетӗр? — ыйтнӑ вӑл Петра ачашласа тӑрантарнӑ хыҫҫӑн, вырӑн ҫинче выртнӑ чухне. Юланут ӑна хуҫи евӗрлӗ туйӑнса кайнӑ. — Ухмах! Вӗсем хыҫҫӑн ытти кашкӑрсем те персе тухрӗҫ. Ун ҫинчен каласа йӑлӑхсан, вӑл шӑпланчӗ те пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Вӑл чӑнах та часах пӗтме кирлӗ. Вӗсем пурте пӗрле сывлӑша ҫӗкленсен, ҫулҫӳревҫӗсене йывӑҫ ҫинчен чечексем тӑкӑнса ҫилпе вӗҫсе кайнӑ пекех туйӑнчӗ. Пирӗн пӗр-пӗрин хушшинче нимӗн пайламалли те ҫук. Ҫурт ҫумне пусмасем тӑратрӗҫ те, вӗсем тӑрӑх пӗр вӑхӑтрах темиҫе ҫын хӑпарса кайрӗҫ. Икӗ алӑк хушшинчен сулхӑнра тӑракан ҫимӗҫсем тултарнӑ сумкӑсем, мискӑсемпе кастрюльсем урлӑ каҫса вӗсем тӗттӗм, пушӑ кухньӑна, унтан шӑршӑллӑ ӑпӑр-тапӑрпа тултарнӑ коридора кӗрсе пысӑках мар алӑк умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ. Кӗркунне те ҫывхарать пулмалла ӗнтӗ, эпир Петькӑпа иксӗмӗр Собор садӗнче ҫӳренӗ чух ҫара урасемпе ҫулҫӑсене тапа-тапа ывӑтаттӑмӑр. Вӑл пӑлтӑр тӑрӑх унталла-кунталла чупкаланӑ, пусма тӑрӑх чупса анса картиш урлӑ уҫӑ ҫулпа тӳрех чиркӳ патнелле чупнӑ. Алексей хӑйӗн тусӗпе, Петровпа, сывпуллашманнине аса илчӗ те кабинӑранах аллипе сулчӗ. Вӑрӑ-хурах алли карап ҫулне улӑштарман пулсан, тӑвӑл «Пилигрима» Перупа Боливи ҫӗрӗ патне илсе ҫитернӗ пулӗччӗ, унта вара инкек тӳснӗ ҫынсем тӑван ҫӗршыва таврӑнма темле май та тупнӑ пулӗччӗҫ. Ку тӗлӗшпе эпӗ, паллах, пысӑк йӑнӑш турӑм пулӗ, анчах вӑл ҫавӑн пек хытӑ ӳпкелеме пултарнинчен ытла та тӗлӗнмелле. Юрри — хӗвел пайӑрки ҫинчен, пыллӑ пӑтӑ, кӑвак тӳпе ҫинчен. Ҫунтарӑпӑр! Хӗрӗх сакӑр сехет хушши тӑтӑшах ӑна миссис Дуглас питӗ пӑшӑрханса пур ҫӗрте те шыраса ҫӳренӗ. Шар майӗпен ҫаврӑнма тытӑнчӗ. — Чӑн-чӑннисем мар… — тавӑрчӗ американец. Хам повеҫӗн геройне эпӗ пӗтӗм чун-чӗре вӑйӗпе юрататӑп, эпӗ ӑна кунта пӗтӗм илемлӗхӗпе сӑнласа кӑтартма тӑрӑшрӑм, вӑл кирек хӑҫан та илемлӗ пулнӑ, халӗ те илемлӗ, малашне те илемлӗ пулӗ, вӑл — чӑнлӑх. — Мӗншӗн? «Эсир епле шутлатӑр, — тет, — ку хутра пирӗн ҫар мӗн тума пултарассине пурне тӗ турӗ-и?» — Христос та ҫынсем панисемпе пурӑннӑ теҫҫӗ… Ил хӑвна сулахайне, ҫӑва патне ӑна… — О! — Мансах кайнӑ, эпӗ сире комплиментсем калама шыраман: пӗрремӗш — халех кӑнтӑрлахи апат ҫимелле пулнине пӗлтерме килтӗм; иккӗмӗш — Евгений, сана малтанах каласа хурас терӗм… — Вӑл шкул командованийӗнчен ыйтмасӑр сире зонӑна кӑларса янӑшӑн… Чӑнах, чӑнах! Шӑп пул! — Вӑл пирӗн юлташ пулнӑ, — терӗ Джемма, — анчах эпӗ ун ҫинчен элекленине, полицейскисем шухӑшласа кӑларнӑ питех те киревсӗр суяна итлерӗм. Сана ниепле те шансах каймастӑп эпӗ… — Апат-ҫимӗҫӗ мӗнле-ши вӗсен? — терӗ Глухань. Эсир килни ҫинчен илтсен, эсир пирӗн кӳлӗ ҫыранӗсене кайнине пӗлсен, эпӗ пама пултаракан пулӑшу сирӗн кӑмӑлӑра пӑсмӗ, тесе шутларӑм. Пируссем — «Катык», «Александр III» ятлӑччӗ. Кашни коробкинчех икҫӗр аллӑ пирусчӗ. Эпир вӗсене вокзалта, поездсем ҫинче, бульварта сутаттӑмӑр. — Мӗншӗн вара вӗсенчен хӑраса тӑмалла, мана бомбӑран вилӗм тивес ҫук, эпӗ ӑна лайӑх пӗлетӗп, — терӗ Мельников, хутланкаласа, ҫӳҫ-пуҫне хыҫкаласа илсе. Дон Морисио вилмелле тесе, вӗсем малтанах шутласа хунӑ ӗнтӗ. — Тубянскинче, авӑ, выльӑх пуҫне саккӑршар теҫеттин тивет, — пӗлтерчӗ Любишкин. Азамат хӗремесленсе кайрӗ. Хӗр темшӗн вӑтаннӑ пек туйӑнать. Хӑлхапа илтсе асра юлнисем суккӑрӑн пурнӑҫӗнче халь ӗнтӗ чи пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулса тӑчӗҫ, шухӑшласса та вӑл илтнӗ сасӑсемпе танлаштарса, шухӑш тӗввине вӗсемпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшать. Санӑн, аҫуна асра тытса та пулин, ҫылӑха кӗрес марччӗ пӗреххут! Танкист Алексее хӑйӗнпе ҫав тери киревсӗр истори пулни ҫинчен ҫырса пӗлтернӗ. Сирӗн политика пире тӗпсӗр ҫырмана илсе кӗчӗ. Киле кайма йӗрӗнӗҫлӗ мана. Ҫав юхӑм паян кӑпӑшка, таса юр ҫинче ытти чухнехинчен уйрӑмах хура пулнӑ. Эсӗ пӗлетен-и, тет, вӗрӳ-сурушӑн сирӗн йышшисене мӗн тивӗҫет? Ӑмӑрткайӑк утравӗ, каттӑршнӑй ӗҫ, пуҫиллӗх!» Ку питӗ вырӑнлӑ пулчӗ, вӗсем ӑна йӑлтах ӗненчӗҫ, мӗншӗн тесен кунашкал япаласене пит пӗлсе каймаҫҫӗ, юсав ӗҫӗсене туса виҫӗ кун иртрӗ тенине ҫеҫ ӑнланчӗҫ вӗсем. Чул пӑшал хӑвӑнтах юлтӑр. — Кашни минутрах кӗтетӗп эпӗ ӑна — акӑ вӑл килет те, — урамалла пӑхса хушса хучӗ Санин. Турра кӗлтӑвӑр, урӑх калаҫса та ан тӑрӑр!» — Ҫапла каларӗ те Окунев, Павела хулӗнчен тытрӗ, вӗсем пӗтӗм ушкӑнӗпех Ольга хыҫҫӑн кӗрсе кайрӗҫ. Грексем ҫутҫанталӑка турӑсем тытса тӑраҫҫӗ, тенӗ. Мӗнпур турӑсене пӑхӑнтарса тӑраканни аҫа-ҫиҫӗм кӑларакан Зевс турӑ пулнӑ имӗш, грексем ӑна турӑсен ашшӗ вырӑнне хунӑ. — Мӗншӗн-ха начальство ҫав териех пӑшӑрханма тытӑннӑ, — терӗ вӑл, пӳлӗм тӑрӑх чупкаласа. — Жирафсем! — хавасланчӗ пӗчӗк Джек, йӗнер ҫинче ҫӗкленсе. Полкри перевязочнӑй пункт пушӑпа пӗрех. Анчах кунтан ун ӗҫ тухаймӗ: балтиецсем — хура-шурра курнӑ халӑх. — Чӑнах та вӑл ҫапла, — терӗ Гленарван. — Кӳренсе кӑмӑл хуҫӑлнипе ухмаха та тухма пулать! Эпӗ йышӑнса тӑракан хулара пӗчӗкҫӗ завод пур. — Ӑс-тӑн кӑна этеме ирӗке кӑларӗ! — терӗ Павел ҫирӗппӗн. Ун патне манӑн е шӑпах кӑмӑлӗ ҫаврӑннӑ вӑхӑтра, ӑҫта та пулин театрта чухне-и, хама курас тенине асне те илмен чухне кӗрес килетчӗ. Эпӗ: «Производитель мӗн вӑл?» — тесе ыйтатӑп. Костя кашкӑр ҫури пек хӑрлатса, ӗлӗкхи комбат ҫинелле сикрӗ ӳкрӗ те ӑна пырӗнчен ҫатӑрласа тытрӗ. — Ун ҫумӗнче никам ӗҫӗ те ҫук… Сӑмахран, аякка каймасӑрах ҫак горизонтра курӑнса ларакан ту ҫинчен калӑпӑр, ку — Снеффельс пулать. Ҫапла, эпӗ йывӑҫ тӗмӗ айӗнче ачасем ҫине пӑхса выртатӑп. — Мӗнле Марийка? — Шавламасть вӑл, анчах такамсемпе ҫыхӑнса пӗтнӗ теҫҫӗ. Эсӗ халь ҫапла ыйтма пултаратӑн: мӗнле-ха капла, Хӗвелрен вуншар миллион хут пӗчӗк Уйӑх Хӗвеле хуплама пултарать? Том, кил! — тесе чӗнме пуҫларӗ вӑл. Ҫак самантран пуҫласа Крэнкбиль, хӑй мӗншӗн айӑплине пӗлнӗ пулсан, хӑй айӑпне хаваслансах йышӑннӑ пулӗччӗ. Ҫумӗнчех ҫунса тӑракан плакат. Красноармеецӑн пӳрни тата куҫӗсем шӑпах вулаканӑн кӑкӑрне тӗлленӗ. Плакат ҫине:«Эсӗ Хӗрлӗ Ҫара кӗтӗн-и?» — тесе ҫырнӑ. Вӑл ҫынна курса тав тӑвасчӗ». Хам эпӗ ялти килкартишӗнче, сарай патӗнчи утӑ ҫинче выртаттӑм та, ҫав туйӑм хам айӑмри курӑк чиккеленипе, утӑ шӑрши кӗнипе, хама упраса тӑракан ҫӗр вӗлермӗ тенипе ҫӗкленчӗ пулас. Кунта король хушнипе Олассепа Повельсен господинсем килсе ӗҫленӗ, Тройль тишкерсе сӑнанӑ; французсен «Шырав» ятлӑ шхунипе Гайдмарпа Роберт господинсем организациленӗ ӑслӑлӑх экспедицийӗ килсе кайнӑ, кунсӑр пуҫне «Королева Гротензия» ятлӑ фрегат ҫинче ишсе килнӗ ученӑйсем тӗпчесе йӗрленӗ. Халь акӑ мӗн: эсир савнӑ хӗрарӑм, Пелагея Назаровна, ҫак кунсенче Воргородра арестленӗ Сладкопевцева ятлӑ хӗрпе паллашса пурӑнать. Пӗлесчӗ, мӗн ҫук-ши тата манӑн?» — тесе шухӑшларӗ. Ҫапла, малалла тӑрӑнтарнӑ патак ҫине тайӑнса урисене сӗтӗрсе, тата икӗ кун хушши кайнӑ вӑл. — Ку… Ку мӗнле-ха капла? — Анчах та пирӗн ним тӑхтаса тӑмасӑрах океан хӗррине таврӑнмаллине пӗлетӗп. Анчах, ун шухӑшне кутӑнла ӑнлантарнӑ пекех, каччӑн сӑнӗ-пичӗ ытла та кунӗ, вӑл пӗр чееленмесӗр таса чунлӑн курӑнчӗ, ҫавӑ Огнянова килӗшмеллипех килӗшрӗ. Кӑмӑлӗ хуҫӑлнӑ Яков Лукич утмӑл ҫичӗ юмана пурне те паллӑ туса тухрӗ, лаши ҫине утланса ларчӗ те вӑрман хӗррипе уттарчӗ. Тӗрӗссипе каласан, эпӗ хамӑн ӗнене икӗ майпа кӑна сыхласа хӑварма пултаратӑп: пӗрремӗш майӗ вӑл тӑшман адвокатне хам майлӑ ҫавӑрасси, ҫав адвокатӑн вара суд умӗнче ман тӗрӗслӗхе ӗнентерсе парасси; иккӗмӗш майӗ вара ҫав адвокатӑн ӗне манӑн мар, чӑнласах ман тӑшманӑн пулнине кӑтартса парасси пулать. Географ каланине итлесе ҫулҫӳревҫӗсем сивӗ какай ҫикелерӗҫ те ҫывӑрма выртрӗҫ. Ӗмӗрех ӳсӗр ҫӳрекен ирсӗр те ҫӗтӗк старик йӑхтармаллах турра кӗл тума юрататчӗ, ирттерсе яма ҫук, ҫилӗллӗччӗ тата пӗтӗм мастерской ҫинчен приказчика элек парса тӑратчӗ; ҫав приказчика хуҫа майри хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама шутлатчӗ, ҫавӑнпа та приказчикӗ хӑйне-хӑй ӗнтӗ пӗтӗм килӗн тата ҫынсен хуҫи пулса тӑнӑ пекех тытатчӗ. Лешӗ ним чӗнмесӗр ун ҫинелле чалӑшшӑн пӑхать. Яков, ҫӗрелле пӑхса, кӑшт шухӑшласа тӑчӗ те:— Шухӑшсем енчен — питех килӗшместпӗр, — терӗ. Эсир ӑна ҫынсене хӗрхеннӗ пирки ҫеҫ хӑвӑр ҫумра тытнӑ пек пулса тухать. — Чӑрмантарнӑшӑн каҫарӑр, сирӗн преосвященство, — терӗ полковник. Чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗмре пысӑк хурантан пӑс тухнипе нимӗн те курӑнмасть, Павка малтанах ӗҫлекен хӗрарӑмсен пичӗсене те уйӑрса илеймерӗ. Вӑл истребителе БАО-на ямастех ӗнтӗ! Манӑн чӗреме темӗн пырса ҫапрӗ. — Чӑнах-и? Сарӑ тир папкинче, «М. Р.» тесе ылттӑн саспаллисемпе тӗрленӗ пӗр стопа хут выртать. Эпӗ халь ӗнтӗ ӗлӗкхи Павлуша мар. Дик Сэнд тулли бакштагра ишме шутларӗ. Халӗ хӑйне Макар мӗн пӗлтерессине вӑл чухлать пулмалла ӗнтӗ. Эсир иккен… — Ку мӗн капла? — Король ҫук-ҫке-ха. Халӗ ӗнтӗ ротӑра Козельцова юратни курӑнчӗ. — Ӑҫта куҫ курать — ҫавӑнталла. Юр ӑшӗнче выртакан ҫӗлӗкне тупса силлерӗм те ӑна унӑн шӑртлӑ пуҫӗ ҫине тӑхӑнтартрӑм, анчах вӑл ҫӗлӗкне каллех хывса, унпа сулкаласа, икӗ чӗлхепе ятлаҫрӗ, мана хӑваларӗ: — Кай! — Ура! ура! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Фелим, хӑй шлепкине ҫӳлелле ыткӑнтарса. Темшӗн, вӑл та кичемленме пуҫларӗ, унӑн упӑте аллисем пек аллисем вӑйсӑррӑн усӑнса анчӗҫ, вӑл вӑрманта ҫухалса кайнӑ ҫын пек салхуллӑн унталла-кунталла пӑхмарӗ… — Анне парса ячӗ. — Кам библи вулать вара? Ромашов Михинсен икӗ барышнипе вырӑнаҫрӗ. Эпӗ пуҫа ҫӗклерӗм — тупӑк ҫывӑхӗнчи пукан ҫинче ҫав хӗрарӑмах тӑрать, вӑл сехӗрленсе ӳкнӗ ачине аран-аран тытса чарать, сӑнӗ улшӑннӑ, хӑй хыҫалалла пӑхать, чарса пӑрахнӑ куҫӗсемпе вилӗ пичӗ ҫине тинкерсе, хӑрушӑ сасӑпа каҫса кайсах кӑшкӑрать. Вӑл, Алексейӑн ҫӑмӑлланса юлнӑ кӗлеткине ҫавӑркаласа сапласа пӗтернӗ кивӗ кӗрӗкпе чӗркенӗ май, пӗрехмай тӗлӗнсе ачалла калаҫать: — Ах ти, пӑх-ха эс ӑна, э! — Мӗн тумалла-ха апла? — ыйтнӑ Любовь, ашшӗ еннелле тайӑнарах сӗтел ҫине чавсаланса. Часах хумсем ҫинче унӑн ҫурри, унтан вара — вӑл сапакан пайӑркасем ҫеҫ курӑна пуҫларӗҫ; пӗтӗм анӑҫ хӗрелсе кайрӗ те хумсем ӑҫта пӗтни те, тӳпе ӑҫта пуҫланни те палӑрми пулчӗ: хумсене те, тӳпене те пӗр пекех ҫутатакан хӗрлӗ хӗм майӗпен сӳнсе пычӗ; океан, каҫхи кӗлӗ тунӑ пек, пӗр майлӑн та ҫепӗҫҫӗн мӑкӑртатать. Яр мана ывӑлӑм патне, — тӗпчекӗм патне яр! — тесе мӗкӗрнӗ вӑл. Ҫӗршывӗ лайӑх, анчах кунта ӗҫсене майлаштарма пӗлес пулать. Пӗрремӗш утлӑ ҫарта та… Боецсем вара пурте, винтовкӑсене авӑрланӑ май, вӑрман хыҫӗнче хайхи хӑрушӑ «Катюша» кӗрлеме тытӑнасса кӗтме пуҫларӗҫ. Вӗсем ӑна хӑйсем пӗрре те курман-ха, ҫапах та ун ҫине хытӑ шанаҫҫӗ, вӑл кӗрлеме тытӑнсан ак, ҫав ушкӑна пӗтӗмӗшпех ҫулӑм айне путарать, теҫҫӗ… Илӗр те ӗнтӗ ӑна, христиансем, ҫийӗр! Ватӑччӗ вӑл хӑй, кӑкӑрӗ умне ҫутӑ сехетне булавкипе тирсе ҫакатчӗ, ҫапла майпа урокра хамӑр каланӑ вӑхӑтрах миҫемӗш сехет иккенне те хамӑрах пӑхса илеттӗмӗр. — Турӑ ырлӑхлӑ: салтаксем пирӗн ҫителӗклӗ, тар нумай, туппа тасатрӑм. Кашни утӑм тумассерен хуллен кӑштӑртатни илтӗнмен пулсан, ҫак илемлӗ те патвар кӗлеткеллӗ, хӑвӑрт утса пыракан ҫынӑн икӗ ури те ҫукки ҫинчен никам та шухӑшлама пултарайман пулӗччӗҫ. — Зарудин патӗнче ҫӗр каҫас тетӗр-и? Мӗн пулнӑ сана? — Ҫухӑрма тытӑнчӗҫ! — Мӗн кӑтартмалла иккен-ха сире? — шухӑша путса тӑчӗ вӑл. Каланӑ чух ман ҫине пӑхса черккине ҫӗклерӗ, маншӑн та ӗҫетӗп тесшӗн пулчӗ ӗнтӗ. — Кайӑрах, турӑ пулӑштӑр сире! — Усал ертсе пынипе никониансем вӗсем, Никон-тигрӑн хура ачисем, пурне те тума пултараҫҫӗ, — акӑ левкаҫӗ те чӑн темелле, сӑн-сӑпачӗ умӗнхине те пӗр алӑпах ҫырнӑ, сӑн-сӑпачӗ вара пӑх-ха — вӑл кисть мар, вӑл мар. Кивӗ пурнӑҫ йӗрки, пӳлӗмсем те, сӗтел-пукан та, тӑлпӑвӑм та халичченхи пекех юлни (мана хамӑн ӑш-чикӗм улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа таврари япаласене те улӑштарассӑм килчӗ) кӑмӑла каймарӗ тата хытӑ тӗлӗнтерчӗ пулин те, — ҫакна пӑхмасӑр, эпӗ савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа ҫӳрерӗм. Нӑйкӑшма-и ман умра!.. — кӑшкӑрса пӑрахрӗ ӑна Челкаш. — Пурнӑҫӗ сана ҫавӑн пек кӑтартса пырать. Ҫав пӗлмелле мар кӗлеткене курсан, майорӑн экспедицийӗнчи членсем те пит хумханса кайнӑ, ҫавӑн пек тӗлӗнмелле явлени мӗнле пулнине ниепле те ӑнланса илме пултарайман. Губернатор ҫамрӑксене хавас йышӑнчӗ, анчах вӗсене те лартмарӗ, хӑй те лармарӗ. Ҫав тапхӑрта пӗлӗтсем хыҫӗнчен уйӑх тухрӗ те вилнӗ ҫыннӑн кӑвак сӑнне ҫутатрӗ. Сиртен пӗри те Билли патне кайса, ӑна хура шӑпа пама хӑякан хӑюллӑ ҫын тупӑнмарӗ. Ҫамрӑк Дубровский клирос ҫывӑхне тӑчӗ. Макӑрмасть вӑл, кӗлтумасть, анчах сӑн-пичӗ унӑн хӑрушӑ. Вӑл санран та телейсӗртерех ҫын, мӗншӗн тесен — ухмах. Вӑл ҫын Айртон пулать. Дубровскине хӑйне те питӗ шанман. Мганнга пӗчӗк Джека ярса тытрӗ, амӑшӗн аллисенчен туртса илчӗ те тӳпенелле ҫӗклерӗ. Начальство шӑпи Матвей Ильич Колязина, тахҫан Кирсановсен шӑлнӗпе пиччӗшне пӑхса усранӑ Колязин ачине тухнӑ. Уншӑн чи кирли вӑл: хӑй курас килми туйран хӑтӑласси; хӑйне кӗтсе тӑракан шӑпапа танаштарсассӑн, вӑрӑ-хурах арӑмӗ пуласси уншӑн рай пекех туйӑннӑ. Аризон астрономӗсемпе тӗнчери ытти ученӑйсем хушшинче вӑйлӑ тавлашу пуҫланса кайнӑ. Тарланӑ лашан йӗп-йӗпе вӗри ҫурӑмне хыпашласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, вӑл хӑйӗн пысӑк пӗвӗпе ҫӑмӑллӑн йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ, унтан лашине хӗлле те шӑнман ӑшӑх юханшыва уттарса кӗчӗ. Пурӗпӗрех уйӑрӑласса сиссе, Павел Петрович, ун пек хӗрарӑмпа туслӑ пулма май пур пек, унӑн тусӗ те пулин пуласшӑн пулнӑ… Хула ҫывӑратчӗ, хӑш-пӗр чӳречесенче кӑна ҫутӑсем курӑнкалатчӗҫ. — Пӗлетӗп эпӗ — ҫынпа ҫакӑн пек сехетре, унӑн чӗрине чавса тунӑ пур сурансенчен те юн сӑрхӑнса тӑнӑ чух тавлашни — ӑна кӳрентерни ҫеҫ пулать; пӗлетӗп эпӗ, тӑванӑм! Вӑл ешерекен хурӑн ҫулҫисем хушшинче ҫурхи нӑрӑсем нӑрлатса вӗҫнӗ пек ҫеҫ туйӑнчӗ. Тата ҫакна асӑрхаттарам: эсӗ нихҫан та ӑна «эсӗ» тесе калаяс ҫук, унпа никам та ҫывӑх пулман; эпӗ, артист, уншӑн килӗшӳсӗр ҫын, куншӑн эпӗ мухтанатӑп. Тухтӑр шӑрпӑк туянса тӑрать. — Икӗ эрне! Усал тӑвас енӗпе вӑл ҫак эсрелӗ качакаран пӗртте кая юлмасть, вӑл та Трофим — пӗр мӑшӑр атӑ вӗсем, тупата туршӑн ҫапла, суймастӑп! — Ӑна вӗлерме хӗн, — терӗ Ситанов пит лӑпкӑн, лайӑх пӗлсе тӑракан ӗҫ ҫинчен каланӑ пек. Сайра хутра ҫеҫ уҫӑлтаракан малти пӳлӗмре пӑчӑ; шӑрӑх ҫанталӑк вӗсен Островнов ҫуртӗнчи мӗскӗнле пурнӑҫне пушшех те йывӑрлатать, Половцев час-часах, тарпа шӑршланнӑ нӳрлӗ вырӑнӗ ҫинчен сиксе тӑрса, хыттӑн мар: «Тӗрме! Хӑйне хай вӑл халь те ҫар службинче пек шутлать тейӗн, унӑн законӗсене кирек хӑҫан та ҫирӗп пӑхӑнать. — Вӗсемпе пӗрле ҫав. — Сӑртсем ҫынсене хӳтӗлесех каймаҫҫӗ пулмалла, — тесе хучӗ Паганель, — вӗсем ҫине татах крепоҫсем купаламалла. Xалӑх юрри. Ҫав каҫ нумай шухӑшларӗ вӑл. Е гусар мундирӗ сана текех илӗртмест-и ӗнтӗ?» — тенӗ. Ҫемҫе кӑмӑллӑ, яланах пулӑшма хатӗр интендант документсене полкран телеграфпа ыйтса илме сӑмах панӑ пулин те, Мересьев ҫак пур ӗҫсем те ҫав тери вӑраххӑн пулассине пӗлсе, ҫак вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче Мускавра, кашни сахӑр катӑкне ҫирӗппӗн шутласа тӑнӑ ҫӗрте, хӑйӗн пӗр хушӑ укҫасӑр, хваттерсӗр тата паёксӑр пурӑнмалла пулассине ӑнланса илчӗ. Юрӗ, юрӗ, манӑн савӑнӑҫӑм, халех. Вара ҫӳҫенсе илчӗ; аллине кӗсйине чикрӗ, лӳчӗркенсе пӗтнӗ хайхи ҫырӑва кӑларса сарса майларӗ. — Ну, пуҫу епле? Зарубин хаҫатсем патне аннӑ пулнӑ, вара клуб уҫни ҫинчен пӗлнӗ те, кӗнекесем тупас ӗмӗтпе, кунтах юлнӑ. Анчах эпӗ ним калама та пӗлмерӗм. Унӑн мӑнтӑр пичӗ пӗр самантрах хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсем сиксе тухас пек чарӑлчӗҫ те кустӑрма пек ҫаврӑнкала пуҫларӗҫ. Темле кирлӗ мар шухӑш пырса кӗнӗ сан пуҫна, макӑратӑн. — Хӗрарӑм кӑна ҫакӑн пек ыйту пама пултарать! Ыран эпӗ Бристоле каятӑп. Пурӑнӑҫ — ӑслӑ япала мар, унӑн нимӗнле сӑлтав тӗллевӗ те ҫук. — Эпӗ ҫапла пултарсанччӗ! — терӗ вӑл ассӑн сывласа, ҫавӑнпа пӗрлех хӑй сасартӑк тӑван ялне, чухӑн хуҫалӑхне, амӑшне, инҫетри пӗтӗм тӑванӗсене аса илчӗ, вӑл вӗсемшӗн ӗҫлеме тухса килнӗ, ҫавсемшӗнех кӗҫӗрхи ҫӗр асапланса ирттернӗ. Ҫук, ҫук! «Ҫитереймерӗм?» хыпӑнса ӳкрӗ Андрей, унӑн сарлака кӑкӑрӗ вара вӗркӗҫ пек сывлама пуҫларӗ. Эпӗ сан хутна кӗнине куртӑн пулӗ. 17-мӗш числара пӗрре, ирпе вунӑ сехет тӗлӗсенче, отряд пӗр темӗнле ҫула урлӑ каҫса кайрӗ. Ун ҫинчен Гленарван катапацран ыйтрӗ. Курӑк яваланса ӳсекен стена ҫумӗпе суд приговорне пурнӑҫа кӗртме уйӑрнӑ ултӑ карабинер пӗр-пӗринпе юнашар тӑрса тухнӑ. Ҫак шӑпах ӗнтӗ Пӑван ӑнӑҫсӑр тарма хӑтланнӑ каҫхине хӑй шуса аннӑ ишӗлчӗк кивӗ стена пулнӑ. Сӗчӗ унӑн кӗпи ҫине тӑкӑнать, вӑл аллисене тӑсса, чӳлмеке ҫиленчӗклӗн кӑшкӑрать: — Мӗн эсӗ, арҫури? Ман пата эсир чирлени ҫинчен тата гостиницӑра начар пӑхни ҫинчен те хыпарсем ҫитрӗҫ. Вӑл унта. Унӑн сасси шлем ӑшӗнчен уҫҫӑн илтӗнсе кайрӗ. Ура айӗнче шуса тӑракан чӗтревлӗ тӑпра ҫинче пынипе лашасем хытӑ ывӑннӑ. Манӑн сирӗнтен акӑ мӗн пӗлес килет: эсир мӗн пирки те пулин кӑмӑлсӑр мар-и? Ҫавӑнпа чӗнтертӗм эпӗ сире. Сӑнчӑрсем пирки эпӗ ӗҫе йӗркелӗп, тен, сирӗн тата мӗншӗн те пулин кӳренмелли пур? Кунсӑр пуҫне эпӗ, сирӗн пирки татӑклӑ решени йышӑниччен малтан, эсир мӗнле ҫын иккенне курса пӗлесшӗнччӗ. Сасси унӑн уҫӑ мар, шала кайнӑскерччӗ, анчах сӑмахӗсем татӑклӑ, вӗсенче темле шӑпчӑкла юрлани илтӗнетчӗ. — Эпӗ вӑл — пачах та урӑхла ӗҫ. — Мӗн? — тесе ыйтрӗ Гек шӑппӑн, хӑранипе шуралса кайса. — Вӑл апла-ха… Анчах ӑҫтан пӗлем-ха эпӗ? Вӗсене систерсе хумалла, — тесе чарчӗ ӑна Нягул Абаджня. — Колхоза салатса яр! — Тасал кунтан! Кам чӗннӗ сана?! — Вӑрлӑхлӑх тырра парса яр! — Мӗншӗн пире акма памастӑн! Ҫав фантазисем-ҫке ҫыхса, пӗрлештерсе тӑраҫҫӗ ҫынсене, вӗсем — чи тӗрӗс те чи шанчӑклӑ тӗвӗ сыпписем. Вӑл, тӳрленсе тӑрса, арҫын ҫине куҫ илми пӑхрӗ. Йӗри-тавра каварсем. Енчен енне сулӑнкаласа, вӑл урапапа юнашар утса пычӗ: уншӑн кирек ӑҫталла — сылтӑмалла е сулахаялла кайсан та пурпӗр, темелле. Дико хӗл каҫакан ҫурт айлӑмри тӳремлӗхре; аяккинчен ҫавӑрса илнӗ ҫӳл тусем ӑна ҫилрен хӳтӗлеҫҫӗ. Темшӗн ӑна пӗр самантлӑха хӑй анатоми музейӗнче курнӑ ҫын пуҫӗ аса килчӗ, — волчанка чирӗ хыҫҫӑн ҫав пуҫ пит те нӗрсӗррӗн ҫаралса, тӗмескеллӗ-лупашкаллӑ пулса юлнӑ… Турка раща хӗррине ертсе килчӗ, чарӑнса тӑчӗ, епле харӑссӑн пырасси тата ӑҫта тухасси пирки атте тӗплӗ вӗрентсе каланине тимлӗн итлерӗ (анчах вӑл яланах, атте вӗрентнӗ пек мар, хӑй пӗлнӗ пек тӑвать), йытӑсене вӗҫертсе ячӗ, вӗсен пӑявӗсене васкамасӑр йӗнер хыҫне пуҫтарса ҫыхрӗ, вара лаши ҫине утланса ларчӗ, шӑхӑркаласа ҫамрӑк хурӑнлӑха кӗчӗ те курӑнми пулчӗ. — Сиктерсе вулатӑн, — асӑрхаттарчӗ Дегтярев. Вӑл хуҫӑлса ӳкмерӗ. Эпӗ хӗрлӗ те, тулли те, Эпӗ йывӑр та, патвар та Аттен ыр ҫӑкӑрӗнчен, Унӑн тутӑ туллинчен. Кӗркунне хуралҫӑсем ларакан ӳплесенче те ҫынсем курӑнмаҫҫӗ, ҫынсӑр ҫӗрпе пынӑ пекех, вӗсене пӗр чӗрӗ чун та хирӗҫ пулмарӗ. Туршӑн та суймастӑн-и? Тепӗр темиҫе сехетрен, бронепоездран тухнӑ виҫӗ подрывник теме ӑшне кавӑн пек хура япала чавса хучӗҫ те вӗсенчен вӑрӑм шнурсем тӑсса кайрӗҫ, пӑшал персе сигнал пачӗҫ. N`est ce pas`mon prince. Хӑвна ху шеллеменни — ку вӑл йӑлтах кирлӗ мар, пустуй япала. Вӗсен хӑйсен ӳчӗ-тирӗшӗн кӑна сехри хӑпса тӑрать, вӗсем хӑйсен ачисемпе хӑйсен йӑви-йӗннине ҫех выльӑхла юратаҫҫӗ, пурнӑҫран хӑраҫҫӗ, ҫавна пула ӗнтӗ укҫа еннелле шиклӗн-хӑравҫӑллӑн туртӑнаҫҫӗ. Тата тепӗр самант ҫеҫ. Пӳлсе хучӗҫ… Вӗсенчен пӗри, ҫывӑхри урапа ҫинче пулнӑскер, кулать, шуйттан: «Сирӗн пулнӑ — халӗ пирӗн. Пӗчӗк алӑсем вӑйсӑр, ҫапах та вӗсем Мефф Поттера лайӑхах пулӑшрӗҫ, май кинтӗ пулсан, вӗсем тата та нумайтарах пулӑшу парӗччӗҫ. Вӑл урисене чӗркенӗ пир тӑлисене силлесе ывӑтрӗ те кӑшкӑрса ячӗ: — Тӑласем те кирлӗ-и? Илӗрех! Пӗлӗт уйӗсем темле материка хупланӑ. Вӑл пур: «Качакана ҫухатнӑ-ҫке. Вӑрман сайралчӗ, йывӑҫсем вырӑн-вырӑнпа ӳсеҫҫӗ ҫӳллӗ курӑк урапа явӑнмасан, ҫулпа утма та ҫӑмӑлтанах пулмалла. Павелпа пӗрле килнӗ пӗр йӗкӗчӗ хӗрлӗ кӑтра ҫӳҫлӗ, хаваслӑ симӗс куҫлӑ; унӑн темскер калас килнӗ пулмалла та, пӗрмай тӳсӗмсӗр хускалкаласа илет; тепри, сарӑ ҫӳҫне кӗске кастарнӑскер, пуҫне ал лаппипе шӑлкаласа, урайнелле, пӑхса ларать, унӑн сӑн-пичӗ курӑнмасть. Лушка ҫавӑн пек хӑвӑрт улшӑнма пултарни вӑл курнӑҫланма юри вӗреннинчен килмен, ҫакна ӑна ҫутҫанталӑк панӑ. Тепӗр тесен, ку хутӗнче Шубин хӑйӗн самӑр тусне чӑрмантармарӗ: вӑл чӗмсӗр, сапаланчӑк та ҫемҫе кӑмӑллӑ пулчӗ. Мана курса манпа калаҫмашкӑн хуҫа патне килекен гуигнгнмсем эпӗ чӑнласах та еху пулнине ӗненесшӗн марччӗ. Пуринчен ытларах вӗсене ман ҫири тумтир тӗлӗнтеретчӗ. Вӗсем ниепле майпа та ман тумтир хам ӳт-пӗвӗн пайӗ пулса тӑнипе тӑманнине тавҫӑрса илме пултараймастчӗҫ. Ҫӑлӑнӑҫ промышленнӑҫа аталантарса пынинче кӑна пулнине ыранах ӑнланмасан, вӑл пӗтет… — Сире лайӑх ӗнтӗ, эсир, плансӑр: дача илетӗр, дача ҫумӗнче сад, пӑхатӑн, виҫӗ улмуҫҫи — вӗсем те, турра шӗкӗр, пӗр ҫу хушшинче пӗр пин ҫурӑ — икӗ пин парӗҫ. Куратӑр пулӗ! Пирвайхинче Англи аллинче ҫаксем тӑраҫҫӗ: Канада, Ҫӗнӗ Брунсвик, Ҫӗнӗ Шотланди тата Джонсон губернаторӑн управленийӗнчи Пӗрлешӳллӗ Штатсем. Иллюминаци ҫутса янӑ. Ҫывӑрма никам та выртман. Хӑйӗн мӗнпур ӗмӗрӗ тӑршшӗнче те хула ҫавӑн пек чаплӑ ҫӗр курман. Эскадрон тӑкӑрлӑка, ту ҫинчен юхса анакан хаяр ҫырма пек тухрӗ, темиҫе теҫетке хӗҫ сывлӑша урлӑ та пирлӗ ҫурса вӗлтлетет. Пӗр каҫхине эпир кимӗпе ярӑнма кайсан киле ҫӗрле, уйӑх ҫутипе, таврӑнтӑмӑр та, эпӗ юнашар ларнӑ май унӑн джерси тӑхӑннӑ йӑрӑс пӳ-сийӗпе, ҫӳҫ кӑтрисемпе киленсе пытӑм, вара сасартӑк хам тӗллӗн: «Вӑл ҫакӑ», — тесе шутларӑм, мана ҫав каҫ эпӗ мӗн-мӗн туйнипе шухӑшланине вӑл йӑлтах, йӑлтах ӑнланнӑ пек туйӑнчӗ, эпӗ мӗн туйнипе шухӑшлани вара — илемлӗ те тарӑн пӗлтерӗшлӗ. — Павка! — Ой, епле-ха капла, — пӑшӑлтатрӗ Наталья вӑтанса тата ҫав вӑхӑтрах хӑраса ӳксе; упӑшки ӑна вырӑн ҫине кайса вырттарчӗ:— Эпир атте-аннесемшӗн судьясем мар, — терӗ вӑл килӗшӳллӗн. Машина ҫул варринче чарӑнчӗ. Архирей ку, автан мар! Ҫак самантра урамра пӑлхарла кӑшкӑрашнӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ. Муратлийский арӑмӗ чӳречерен карӑнса пӑхрӗ те пӑлхавҫӑсен ушкӑнне курах кайрӗ. — Христо бай, ҫӳлте мӗн илтӗнет унта? — ыйтрӗ вӑл пӗринчен. — Калаҫу пӗтӗм чӗререн пулсан, — пуҫларӗ Аня, — сире эпӗ акӑ мӗн калама пултаратӑп: калас пулать, Германие эпӗ хам ирӗкпе кайрӑм. Ан тивӗр! Ҫук, ку вӑл килӗшӳсӗр! — Спасибо, юратнӑ ҫыннӑм, — тесе тав турӑм эпӗ ӑна, пирӗн хушӑра нихӑҫан та нимӗнле хирӗҫӳ пулман пек. — Пулма пултарать. — Вӗсен икӗ пӳрт те, вӗсене, паллах, лайӑх, — сӑмаха хутшӑнса, Марьянкӑшӑн калаҫма тытӑнчӗ пӗр карчӑк. Формушкинсем патне те ав вӗсен начальникне янӑ та, лешӗ вара пӗтӗмпех кӗтесе хӑйӗн япалисемпе картласа лартнӑ, тет, хӑйсен килйышне ҫаврӑнкалама та ҫук, тет. Хӑйӗн ылттӑн пенснипе вылярӗ те хӗрарӑмсем ҫинчен калаҫрӗ вӑл. Ман пысӑк арчара мӗн пурри пӗтӗмпех чиркӳ валли пултӑр. Вӑл малтан килӗшмен, анчах мастер хистенипе плитана илнӗ те пӑралама пуҫланӑ. Чӑннипе илсен, вырӑссен кашни интеллигентӗнчех нумай мар кӑна аталантаруҫӑ ларать. Епле пурӑнатӑн? Ежов, Фома ҫумӗнче сулӑнкаласа, каллех макӑруллӑ сасӑпа кӑшкӑрса янӑ: Юрларӑм… — Вӗренес, унтан вара — ыттисене вӗрентес, тетӗп. — Лӑплан ҫеҫ, юханшыв кӗҫех шӑнса ларать, — тенӗ Шурӑ Кашкӑр. Тӗрӗс-и? Сахал лартнӑ-и вӑл мана? — Эпӗ йӑнӑшни, господин Мак-Набс? — Вӗсем те унта, — терӗ Алексей тепӗр хут. Пӗрремӗш ушкӑн хӑйне панӑ ӗҫе пӗтерсе пырать, смена ҫаплах ҫук, халран кайнӑ ҫынсене малалла тытса тӑма май килмест. Сергей, шикленнипе, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхма чарӑнмарӗ-ха, ҫав хушӑрах Арто, хӗпӗртенипе, хӑлхисемпе пӑяв татӑкне силлентерсе ун ҫине сиккелеме те пуҫларӗ, чупса пынӑ вӑхӑтрах ачана тутинченех ҫуласа илме тӑрӑшрӗ. Зурин хӑйӗн сехечӗ ҫине пӑхрӗ те кийне сӗтел ҫине хучӗ, унтан мана: — Эсӗ ҫӗр тенкӗ выляса ятӑн, — терӗ. Унӑн кухарки нӳхрепелле кайнине сыхласа тӑрса, эпӗ хыҫалти пусма тӑрӑх улӑхса, пӗчӗк хӗрарӑмӑн хваттерне чупса кӗтӗм, кухняна кӗрсе карӑм — никам та ҫук, пӳлӗмелле кӗтӗм — закройщик майри сӗтел патӗнче ларать, пӗр аллинче унӑн ылттӑнланӑ йывӑр чей чашки, тепринче — уҫса хунӑ кӗнеке; вӑл хӑраса карӗ, кӗнекине кӑкӑрӗ ҫумне пӑчӑртаса тытрӗ те хыттӑнах мар кӑшкӑрма тапратрӗ: — Кам ку? Паганель ыйтнипе Талькав темиҫе курка мате хатӗрлерӗ те, ҫулҫӳревҫӗсен каҫхи апачӗ ҫавӑнпа вӗҫленчӗ. Пӗчӗк билет, ҫара ҫерҫи евӗр, сӗтел урлӑ вӗҫсе каҫса, Панкратов кӑкӑрне пырса ҫапӑнчӗ те, каялла сиксе ӳксе, сӗтел ҫине хӑяккӑн пырса выртрӗ. Революци короле пӗтернипе король влаҫне пӗтерет, дворянсене пӗтернипе — аристократсене ҫар влаҫӗсене пӗтернипе — пусмӑрлӑха, священниксемпе пӗтернипе — тӗшмӗшлӗхе, судьясене пӗтернипе — варварсене пӗтерет. Апатланнӑ хыҫҫӑн Дон Педро ман пата пычӗ, манран вӑл эпӗ мӗн пирки ҫавнашкал хӑрушӑ ӗҫ тума шутлани ҫинчен ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ. — Анчах та вӑл мана, тем тери тархасласан та, пӗр сӑмахне те каласа памарӗ. Вӑл тӑрса ларчӗ, пальтти айӗнче тӗршӗнкелесе илчӗ те:— Сивӗ… Килелле кайӑпӑр… — терӗ ӗшенчӗклӗн. Пире пурпӗрех каҫармаҫҫӗ, пурпӗрех вилмелле, ҫавӑнпа чиперрӗн вилер. Йӑмӑкӗнчен ҫыру илсессӗн вӑл пӑшӑрханса ыйтатчӗ: — Вула, пушалстӑ, часрах… — Кам мӗн шырать вӗт, амӑшне вара яланах ачашлани кирлӗ… «Ухмах эс, Кирка!» терӗ ӑна Катя ҫиленсе. Рада турӑш кӗтесне чупса пычӗ, лампадкӑн чӗтрекен ҫулӑмӗнчен ӑвӑс ҫурти тивертсе ячӗ, унтан хӑй тӑракан кӗтесселле ыткӑнчӗ. Мӗнлисем апла, улпутӑм, килӗшерех параҫҫӗ сире? * * * Люцерна кӳлли патӗнче икӗ эрне пурӑннӑ хыҫҫӑн Артурпа Монтанелли Италие Сен-Готард тӑвӗсем урлӑ таврӑнчӗҫ. Ан тивсем ӑна… Эпир ӑна хӑратса хӑваратпӑр. Вара вӑл никама та каламӗ!.. Ӗмӗрне те каламӗ!.. Мӗнле-ха сасартӑк пурнӑҫ кун пек ҫаврӑнса кайрӗ? Игнат пӗрре Медынская ҫине хӑйӗн ывӑлӗ ҫакӑн пек тинкерсе пӑхнине асӑрхаса:— Эсӗ ун пит-куҫӗ ҫине питех ан тирӗн. Ҫак усал чӗлхеллӗ этеме тата та хытӑрах тавӑрас килсе кайрӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ӑна тавӑрма майлӑ вӑхӑт тупӑнасса чӑтма ҫук хытӑ кӗтме пуҫларӑм. Ҫывхаракан ура сассисем тата калаҫса килекен сасӑсем ӑна тӗлӗрсе кайма пуҫланӑ ҫӗртен вӑратрӗҫ. Вӑл ӑна кӗтмен ҫӗртен алла тытсассӑн та, амӑшӗн чӗрҫи ҫинче ларнине ача пурпӗр самантрах туятчӗ. Ҫак юлашки сӑмахсем Базарова килӗшмерӗҫ пулас, вӗсенчен философи е романтизм шӑрши килнӗ, мӗншӗн тесен Базаров философине те романтизмах тенӗ, анчах вӑл хӑйӗн ҫамрӑк ученикне хирӗҫ калама шут тытмарӗ. Земзе ҫыннисем ҫав тери вӑйлӑ-тӗреклӗ те ҫӳллӗ пулнӑ. — Кӳлӗре кам кӗсменсемпе ишсе ҫӳрет-ха? Ҫав генералпа юнашар тӑракан адмирал тата хӑйӗн флотне тӑшман аллине пама хатӗрлесе тӑни ҫинчен, анчах тӑшмана, ун ҫинчен нимӗн те пӗлменнине пула, ҫӗнтерни ҫинчен пӗлтерчӗ. — Атте! Халӗ ҫӑмӑл урапана айӑрсем кӳлсе мишавая илме станицӑна кай-ха. — Вӑл тепӗр хут хӑҫан пуҫланса кайнӑ тесшӗн мар-и эсир, мисс Мэри? — терӗ Паганель. Натальйӑн пуҫӗ чӗтренӗ, аллисем кирлӗ пек мар, мӑкӑлтаннӑ пек хусканкаланӑ, хӑй вӑл начарланса кайнӑ, ҫуран тунӑ ҫурта пекех ирӗлсе пӗтнӗ. Анчах ку тата япӑхрах пулать. Саня, эсӗ мӗн те пулин пӗлместӗн-и? Мӗскер иккен юрату? Чӗрӗ пулсан, вӑл пире шыраса тупатех. Хӗрачасем ир-ирех ращана чупрӗҫ. Хул хушшине вӑл темле ҫыхӑ хӗстернӗ, пристань еннелле ҫаврӑнчӗ те тӑвӑр кӑна чӑнкӑ сукмакпа аялалла анма пуҫларӗ. Анчах салтаксем харӑссӑн янӑраттарса ҫех тӑчӗҫ — вӗсем «шӑп та шай ҫапла, пурин тӗлӗшпе те кӑмӑллӑ». — Пар, хам йӑтам, — витресем патнелле пӗшкӗнчӗ Андрей. — Пӗлместпӗр. Эсир килни ҫинчен эпӗ ӗнерех пӗлтӗм. Чӑн-чӑн этем ҫине курма май килнипе, эпӗ чӑтса та тӑраймарӑм. — Мӗнле кирлӗ мар? — терӗ Лукашка кулса. Авӑрланӑ пистолет миҫе сирӗн? — Ҫук, мисс, сире шантарсах калатӑп. Чул ҫине перӗне-перӗне, кӗреҫесем хӑвӑрт чӑнкӑртатма пуҫларӗҫ. Эпӗ — Тимур. Сире турӑ пирӗшти илемне панӑ, анчах чӗрӗр ӑҫта? Шурӑ пур пекех шуралса кайнӑскер, вӑл ывӑннипе ерипен кӑна ҫисе ларатчӗ, Гаер та унӑн хура куҫӗсене курсан, кӑштах салхулланнӑ пек пулатчӗ. Хӑй вӑл формӑпа, шухӑшла, кӗлле кайнӑ чухнехи пек утса пырать. Анчах та мӗншӗн-ха, тӑвансем, манӑн лавҫӑна вӗлермелле сирӗн? Сирӗн, есаул господин, ҫакна эпӗ приказпа хушатӑп, Миллеровӑра вырнаҫнӑ полка кӗтмен ҫӗртен пырса тапӑнмалла, йӗркеленме памалла мар, ӑна тӳрех аркатса тӑкмалла, хӗҫ-пӑшалсӑрлатмалла, унӑн вӑрҫӑ хатӗрӗсене туртса илмелле, полкран хӑвӑр ҫума хутшӑнакан хӗрлӗармеецсене илсе, машинӑсем ҫине ларса, Ростов еннелле каймалла. Тӗнчере магнитпа тимӗр кӑна мар, пур япаласем те пӗр-пӗрин патнелле туртӑнаҫҫӗ. Шел те ӗнтӗ, анчах пӑлан ашӗсӗр пуҫне сирӗн умма урӑх ним те лартса пама пултараймастӑп. Районри работниксем Воропаева куҫаруҫӑ туса хунине питӗ хавхаланса кӗтсе илчӗҫ. «Ҫапах та, — тенӗ вӑл, — сире телейлӗ пулмалли меслете пӗлетӗп». Ҫаксене эпӗ сире юратнипе каланине курмастӑр-и вара эсир? Пӗр вуннӑшне ҫисе янӑ пулӑттӑм, анчах вӑхӑт ҫук. Ҫак кулӑ пурне те тӗлӗнтерсе ячӗ, мӗншӗн кулнине чухласа илеймесӗр тенӗ пӗк, пурте шӑпланчӗҫ. Анчах та вӑтӑр ҫиччӗмӗш параллель Англи ҫыннисем колонизациленӗ Виктори провинцийӗ урлӑ пырать, унта шоссе, унта чугун ҫул пур, унта пур ҫӗрте те ҫынсем пурӑнаҫҫӗ. — Мӗнле-ха ара? — Нагульнов чышкипе чӗркуҫҫине ҫапса илчӗ, ыйхӑсӑр ирттернӗ ҫӗрсене пула тӑртаннӑ, куҫӗсем унӑн йӑлтӑртатса илчӗҫ. Морис-мустангера пӗлекен тӑватӑ мексиканец та ҫавӑн пекех шутланнӑ. Вунӑ ҫынна тыткӑна илессишӗн икҫӗр ҫынна яхӑн вӗлернӗ. Лось Гусева куҫӑм механизмне тата чи пӗлтерӗшлӗ приборсене кӑтартрӗ. — Акӑ мӗнре: эпир вӑхӑта хамӑр чухлакаласа ҫеҫ шутларӑмӑр. — Эпир сирӗнпе, Евпсихий Африканович, черккессем мар та, ҫапах эпӗ сиртен ҫак япалана асӑнмалӑха илме ыйтатӑп. — Кала-ха мана, мӗн пулчӗ сана? — кӑмӑллӑн ыйтрӗ каллех Пӑван. Мӗн нуша илсе килчӗ сана ирех? «Хӗрарӑм вӗт. Тӑванла икӗ союзлӑ ҫӗршыв морякӗсем хушшинчи хирӗҫӳ питӗ тӗлӗнтерет Воропаева, унтан та ытларах — кашни ене ятлаҫмашкӑн сӑлтавсем шырани тата ҫав сӑлтавсене ҫӑмӑллӑнах шыраса тупни тӑнран ярать ӑна. Пӗтӗм ӗҫ ҫакӑнпа пӗтет. — Э, ҫук! мӗн тума вӑл? — Халь, кайрӑмӑр ӗнтӗ, — терӗ Остен. Салтаксем савӑнӑҫлӑн хирӗҫ ответлерӗҫ. Эпӗ кӑнтӑрта ҫуралса ӳснӗ. Салтак юрри. Шлепки те костюмне кура пулнӑ, унӑн хӗррисем ҫӳлелле тавӑрӑнса тӑнӑ; хуҫи ӑна пуҫӗ ҫине чалӑшшӑн лартса янӑ. Епле хавхалантарчӗҫ-ха унта! Епле лайӑх хатӗрленсе ҫитнӗччӗ. Эпир вилле ҫаплипех, йӗнер ҫинче ларнипех вырӑна илсе пырсан, лайӑхрах пулӗ. Эпӗ ирӗклӗхшӗн, чӗресен пӗртанлӑхӗшӗн, чунсен тӑванлӑхӗшӗн. Унтан вӑл корзинкине ҫӗре лартӗ те питне ҫаннипе шӑлса илӗ, эсир ӑна ҫав вӑхӑтра хӗресшӗн ултӑ сольдо укҫа илме сӗнӗр. — Халь ӑҫта вара вӗсем, сирӗн ачасем? — ыйтрӑм эпӗ. Карди атте кайсан, Монтанелли Артур еннелле ҫаврӑнчӗ те, ун ҫине паян тахҫантанпах салху пулнӑ куҫӗсемпе пӑхса илчӗ. Кӑкӑра темскер хӗснӗ пек, пӑчӑ, сывлама ҫук. Тупнӑ калаҫмалли! — хушса хучӗ вӑл; ман пата пырса, хӑна пӳлӗмне кӗме хистерӗ. Жихарев мастерскоя пӗр ик-виҫ кунтан ҫитсе кӗрет ӗнтӗ, мунчана кайса килет те вара пӗр-ик эрне хӑй кӗтессинче ним шарламасӑр, хӑй чаплӑ пек те, пурне те ют пек ӗҫлет. Атте ҫук манӑн… кил те ҫук! Вӗсем ҫурчӗсене сӳтеҫҫӗ те кӗтӗвӗсене хӗвел анӑҫнелле хӑваласа каяҫҫӗ. Хӑй кунта тухнӑшӑн именнӗ пек, ҫав вӑхӑтрах тата кунта тухма тивӗҫлӗ пек те шутланӑн туйӑнать. Пӑтрашуллӑн турткаланса-юсанкаланса, салтаксем хӑйсен вырӑнӗсене пыра-пыра тӑчӗҫ. Виҫҫӗмӗш горбыльне сапан ҫине хурсан, Лозневой кӗҫех хуҫа таврӑнма пултарасси ҫинчен шухӑшласа илчӗ те, тепӗр хут, шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ: — Итле-ха, Марийка… Анчах халлӗхе унӑн ӳсӗмӗ самаях лӑпкӑн пырать-ха. Эпир пурте хусканса карӑмӑр, мӗнле те мӗн вара? — тетпӗр. — Пӗри — калама ҫук чӗрӗ ача! Ку мӗне пӗлтерчӗ-ха? Мӗн пытармалла? — Сире кунта мӗскер кирлӗ? — пӑшӑлтатса ыйтрӗ Маша. Ну, эпӗ еплерех — эсир мӗнле шутлатӑр? Крыша ҫинчен тумла юхатчӗ, ман куҫсенчен те куҫҫуль шӑпӑртатма пуҫларӗ. Ҫӗрле. Пирӗн паянхи кун пӗтӗмпех харама кайрӗ, кунта тин ӗнтӗ эпир хамӑра мӗн кирлине илейӗпӗр. Ара эпӗ хама кӑнтӑрти хулара, ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑкра, ҫӳлӗ ҫуртсен сулхӑнӗнче ҫӳренине курнӑ-ҫке-ха! Катя килте-и? — тесе ыйтсан вӑл хӗрелсе кайрӗ. — Килтех. Вӑл ҫав тери маттур ташланине эпӗ нихҫан та курманччӗ… — Ҫите, ҫитӗ, Том, мана татах ан хурлантар. Ҫаксем ҫинчен пӗтӗмпех стоматологически клиника канцелярийӗнче ларса, ватӑ машинистка хӑйне епле пӗр краснофлотец, шӑпах унӑн вилнӗ ывӑлӗ сӑнарлӑскер, сасартӑк килсе кӗрсе, чӗптӗм халӗ юлман чух, вырӑнпа выртса тӑнӑ вӑхӑтра виҫҫӗр грамм ҫӑкӑр парса хӑварни ҫинчен итлесе ларнӑ чух шухӑшларӑм эпӗ. Малалла, кайрӑмӑр! — Эсӗ манмӑн-ши? — хумханса ыйтрӗ вӑл. Епископатпа танлаштарсан, Конвент — сивӗ, Коммуна вара пӑртак ӑшӑрах пек туйӑннӑ. Айӑпа ҫын ҫинчен илме тата свидетельсем кӑтартса пани кирлӗ. Пит нумай калама пултаракан свидетель ӑҫта-ха? — Мӗнех вара? Том пӗчӗк кимммне вӗҫертсе илчӗ, хуллен ун ҫине кӗрсе ларчӗ те шыв тӑрӑх тӑвалла ишме пуҫларӗ. Канонир вара, меллӗ самант тупса, хӑй аллинчи тимӗрне лафетӑн кайри кустӑрмин шӑлӗсем хушшине чиксе лартрӗ. Кил хуҫисене кӗтмех тивет ӗнтӗ унӑн. Ваҫили Андрейч — тӗттӗмре пурӑннине, мужикӗн ухмахлӑхне юратманскер — Миките ҫапла хӑтланнине ырламан, вӑл ӑна пӑхса пуҫне сулса илнӗ те ҫывӑрма хатӗрлене пуҫланӑ. Эпир сурӑх кӗтӗвӗ пек, пӗрне пӗри тӗрткелесе, сӗтел патне пытӑмӑр, кӗрсе лартӑмӑр та кахаллӑн ӗҫле пуҫларӑмӑр. Шӑп ҫакӑн пек апатпа хӑналарӗ ӗнтӗ хӑйӗн хӑнисене Соден трактирщикӗ. Часах хайхи ҫав жилета ӗлӗк-авал пурӑннӑ асламӑшӗн кивӗ юбки пырса хупӑрларӗ. Эпӗ пӗр пысӑк решени йышӑнтӑм: ҫавӑн ҫинчен пӗлсен, эсӗ мана каҫаратӑн пулӗ. — Эпӗ санран ыйтатӑп, ну? — Мӗншӗн хӗнерӗҫ? — ыйтать Панков. Ҫулҫӳренсем лашисемпе рада пуҫтарӑнакан пысӑк площаде тухрӗҫ. Ҫапла ӗнтӗ, эпӗ малтанхи хут пӗччен вӗҫетӗп. — Анчах сутасси вӑл нимӗнле те пулма пултараймасть. Синопа савӑнса кӑшкӑрса янӑ, хӑй персе ӳкернӗ кролика чупса кайса илнӗ те ӑна Хӗрлӗ Тӑрнапа панӑ. — Кам унта? — пӗр карчӑк сасси илтӗнчӗ шал енчен. Эпӗ ӑна вӑрҫса тӑкасшӑнччӗ, хӑваласа кӑларасшӑнччӗ, анчах эпӗ каллех хамӑн ыр кӑмӑллӑ та тараватлӑ пулмаллине аса илтӗм. Хӑшпӗр чухне тӗлӗкре куратӑп: вӗлерекенӗ эпӗ пек. — Мӗншӗн-ха ачам? — Наукӑна, хӗрӗм, алӑра ҫирӗп тытас пулать. Ку путсӗр ӗнтӗ эпӗ ҫавӑрса илессе кӗтсе илетех, — тет вӑл, сӑмахне ҫыртнӑ шӑлӗсем витӗр сӑрхӑнтарса. Лиза Тоня ҫумнерех сиксе ларчӗ те, юлташне ыталаса илсе, урам кӗтессинче курнӑ ҫапӑҫу ҫинчен пӑшӑлтатса каласа пачӗ. Самохин юлташ, Нагульновӑн айӑплӑ ӗҫӗсем ҫинчен мӗн-мӗн тупса палӑртнине бюрона каласа пар. Пӗр ҫекунд иртиччен икӗ ҫулҫӳревҫӗн пуҫӗнче те Айртон мӗскер хӑтланнисем ҫиҫӗм пек ҫиҫсе илчӗҫ. Вӑл улталама хӑтланчӗ, вӑл Гленарвана амантрӗ, Мюльредине вӗлерме тӑчӗ, экспедицине Сноуи лачакине кӳртсе асаплантарчӗ. Ҫак преступник мӗн тунисем ҫинчен вӗсем пӗтӗмӗшпех аса илчӗҫ. Гленарван, кӑштах аманнӑскер, ҫӗр ҫинчен ҫӗкленчӗ. Ҫапла ҫапӑҫу хӗрсех пычӗ. Унӑн питҫӑмартийӗсем кулӑшла хӑмпӑланса кайрӗҫ, мӑкӑрӑлса тухрӗҫ, хӗссе лартнӑ, куҫӗ темле, ытла та тӑтӑш, кулӑшла мачлаттарса хупӑна-хупӑна илчӗ. — Ҫу-ук, — пуҫне сулкаларӗ ватӑ негр, — вӑл аяккалла кайса тӗттӗмре ҫухалнине эпир курсах тӑтӑмӑр. Эпир Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗнчен! — тесе кӑшкӑрса ячӗ сержант. Ӑна арҫынсемпе хӗрарӑмсем таччӑн сырса илчӗҫ, вӗсем, аллисемпе сулкаласа, пӑлханса, пӗр-пӗрне аяккалла тӗртсе, офицера темскер каларӗҫ. Пӗри вӗсенчен акӑ мӗскер каларӗ: «Халӗ виҫӗ сехет ҫитет, тепӗр эрнерен тул ҫутӑлатех». Вӑрмана эпӗ кӑвак ҫутӑ пулнӑ ҫӗрелле ҫитеттӗм, хатӗрсене майлаштарса лартаттӑм, тапӑсене ҫакса яраттӑм, вӑрман хӗррине выртаттӑм та ҫутӑ кун пулассине кӗтсе выртаттӑм. Унӑн тутисем ҫинче кулӑ та, куҫӗсенче савӑнӑҫ та палӑрман. Премӗксене ярса тытса, вӑл, пӗр еннелле час-час кӑтартса тата хулӑн пӳрнипе куҫхаршийӗсемпе питне сӑтӑрса, пушшех те хӑвӑртрах паллӑсем тума пуҫларӗ. Каласамӑр эсир мана, — терӗ малалла штабс-капитан, ман еннелле ҫаврӑнса, — эсир, ак, столицӑра та халь ҫеҫ пулнӑ пулас: унти ҫамрӑксем пурте ҫавӑн пек-и вара? — Ара, анчах кунта малтан урӑх ҫынсем… Ҫав енче кӗрӗслеттереҫҫӗ-тӳнккеҫҫӗ, эппин, марсиансем аппарата аркатаҫҫӗ. Темӗн питех паллӑ марскер ӗнтӗ. Урамра ҫил вӗретчӗ, фонарь ҫуттисем чӗтренсе тӑратчӗҫ, анчах та мана хура-кӑвак пӗлӗт чӗтреннӗ пек туйӑнчӗ, — вӑл ҫӗр ҫине октябрьти вӗтӗ, тусан пек ҫумӑра сапатчӗ, исленнӗ проститутка ӳсӗр ҫынна аллинчен тытса урам тӑрӑх тӑвалла сӗтӗрсе пыратчӗ, ӳсӗр ҫынна ӑна тӗрткелесе темскер мӑкӑртатать, нӑшӑклать. Полковник юлташӑн пирӗн патра асап тӳсмелле пулчӗ, апла пулсан, эпир уншӑн ответ тытатпӑр. — Ывӑлӑм, — терӗ священник савӑнӑҫлӑн, — суту-илӳ тӑвакансене Христос чиркӳрен хӑваласа кӑларнӑ, мӗншӗн тесен унӑн ҫурчӗ — кӗлӗ ҫурчӗ, суту-илӳ тӑвакансем ӑна вӑрӑ-хурахсем пухӑнакан вырӑн туса хунӑ. Марья Ивановна шухӑша кайса, пӗрре ман ҫине, тепре ҫул ҫине пӑхса пырать. Доказательствӑсемпе фактсем ҫук-тӑк — вӑл ҫыннӑнне ятне ахалех яни пулать. Вӑл питӗ ҫӑмӑл тата хӑвӑрт пырать, анчах кунпа пӗрлех вӑл ҫав тери чалӑш тата ҫаврӑнса тӑнипе ӑна тытса пыма та май ҫук. Ҫамрӑк ҫын та вакуна ҫак станцӑрах кӗчӗ, тулаш енчен пӑхсан, ӑна купцасен приказчикӗ теме пулать. — Сирӗн Михайло Тимофеевич вӑл ӑна-кӑна япӑх ӑнланакан ҫын, — ҫурма сасӑпа калаҫать Кузьмичов, — ним пӗлмен ҫӗре пуҫне пырса чикет, эсир вара ӑна-кӑна чухлакан-пӗлекен ҫын, ҫавӑнпа хӑвӑрах шухӑшласа пӑхма пултаратӑр. Кам-ха, паян кун хисепӗпе, чи вӑйли? — Ыраттармалла пулать, — терӗ Андрей. Вӑл курать, анчах сирӗн пек службистсенчен ӑҫта кайса кӗмелле-ха! Ҫитӗннӗ ҫын тӑватӑ ҫулхи ачапа, хӑйне чӑн-чӑн пысӑк лаша ҫине лартма ыйтакан ачапа ҫавӑн пек калаҫать. Свидетель, Ларина карчӑк, Онегин вӗсен килӗнче тӑван вырӑнӗнче пулнӑ тенине илтсен, Гришка, хӑй мӗнле асапланнине кӑтартасшӑн пулса, хӑрах аллипе питне хупларӗ, теприне кӑкӑрӗ ҫине тытрӗ. Вӑл тӗлӗнмелле вылярӗ. Ун хыҫҫӑн, анчах чылай хыҫаларах, ҫӑм шлепке тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫын чуптарса пырать. «Тухса килнӗшӗн хӑй те ӳкӗнет пулӗ, мӗскӗн, — тесе шухӑшланӑ вӑл. Петька Мускавра! Хӑй вӑрӑммӑн анасласа илчӗ. Кукуруза вырӑнне ҫак тимӗре ҫыртас пулать. Вӑл пӗр ҫӗртех ҫавӑрӑнкаласа ҫӳренӗ курӑнать. Сунарҫӑсен куҫне вӑл ытла та илӗртнӗ, вӗсенчен иккӗшӗ вара пӑшалӗсене персе те янӑ. Пулӑшӑр! Тул ҫутӑлас умӗн Яков Лукич кӗтесри пӗчӗк пӳлӗмре ҫывракан сакӑрвунӑ ҫулхи ватӑ амӑшне вӑратрӗ. Вӑл сакалта тӑрринче сайра тӗл пулакан хурт-кӑпшанкӑна шыраса ҫӳрерӗ, анчах нимӗн те тупаймарӗ. Вӑл мана; эсӗ Шубинпа сиввӗн те тирпейсӗррӗн калаҫатӑн, тесе ӳпкелешрӗ. – Питӗ те лайӑх! — Мӗнле герой! — терӗ Гленарван. — Хӑҫан? — терӗ те старик, тутине сиктеркелерӗ, унтан уҫӑ коробкӑран пирус илсе ӑна лутӑркарӗ, каллех чикарккӑ чӗркеме пуҫларӗ. Ҫулӑм, юпа пек, питӗ ҫӳле хӑпарса кайрӗ, унтан пӗлӗтре кӑмпа пек япала ӳссе ларчӗ те пӗтӗм пӳрт тӳрех ҫулӑм ӑшне путрӗ. Ҫул ҫинче эпӗ Кремль тӑвӗ ҫинчен Атӑл ҫинелле пӑхатӑп, — инҫетрен, ту ҫинчен, ҫӗр тем пысӑкӑш пек туйӑнать, хама мӗн кирлӗ, ҫавна пурне те мана пама пултарать пек туйӑнать. — Ҫапла! — терӗ амӑшӗ, ҫӑмӑллӑн сывласа илсе тата хӗр ҫине ҫемҫен йӑл кулса пӑхса. Чура сутуҫи ӗҫкӗллӗ патшапа пит тӳрӗ пурӑнать, унпа туслипе усӑ курса, ҫак енче хуҫалла хӑтланать. Йывӑр колымага лакӑмсене ӑнсӑртран кӗре-кӗре кайса шатӑртатса халтӑртатать, тытса пыма маҫтӑр Айртон та вӗсенчен иртсе каяймасть. Пӗлӗтлӗ кунсенче ун пек сехетсем «каннӑ». — Ҫапла, пепкемӗм, ҫапла! Пӗтет вӗт утӑ! — Халь эпӗ малтан каятӑп, ҫапла-и? Маша хӑй килӗшни ҫинчен татӑклӑн калассине кунран куна хӑварса пынӑ, качча тухма килӗшни ҫинчен пӗлтермен. — Тӳрленчӗ, анчах пулька ҫавӑнтах. — Ӗненес килмен чухне те ӗненетӗп. Малтанах Павел Петрович ҫыхӑнусӑр сӑмахсем каларӗ; унтан вӑл, сасартӑк куҫӗсене уҫрӗ те, вырӑнӗ патӗнче шӑллӗ пӗшкӗнсе тӑнине курчӗ, вара ҫапла каларӗ: — Феничкӑпа Нелли хушшинче темӗскерле пӗрпеклӗх пур, тӗрӗс мар-и, Николай? Ирхине Тома улӑштарнӑ чухне Дик Сэнд, нактоуз айне Негоро хунӑ япалана асӑрханӑ пулсан, васкасах илсе пӑрахатчӗ, паллах. Вӑл ларчӑк ҫинче ларса пыракан мужик ҫине, Федотов тарҫи ҫине кӑтартрӗ. — Пирӗн пата, Марко бай, атьӑр иртӗр! — Ӑнӑҫмасть, — хуралҫӑсем тытаҫҫӗ… Выҫлӑхпа, хуҫалӑха юхӑнтарнипе, восстани тапратса янине пӑвса пӗтерӗпӗр большевиксене! — Тӗрӗссине калать, вӑл та аван, — мӑкӑртатрӗ капитан Смоллетт. Гвардеецсене фронтран таврӑнакан дезертирсене тытса чарма йывӑртарах. Женя, атя, кайрӑмӑр! Канассине ӗнтӗ кайран та канӑн, халӗ вӑхӑт ҫук. Е хавас вӑл, е тунсӑхлать; сасартӑк начарланса каять те ун ҫине пӑхас та килмест, унтан сасартӑк самайланать — кусем пурте ним сӑлтавсӑрах… Кӑнтӑрти тинӗссене кит сунарне кайма Сан-Францискӑра хатӗрленӗ ҫак тӑватҫӗр тонна йывӑрӑш судно — Калифорнири карапсем тытса тӑракан Джемс Уэлдонӑн харпӑрлӑхӗ. Нумай ҫул хушши ӗнтӗ карапа Халл капитан тытса пырать. Ирхине чашӑк-тирӗк ҫӑвакан пӳлӗме пырсан, беженкӑсем ҫилӗллӗ кӑшкӑрашнине итленӗ хыҫҫӑн, хӑйӗн пурӑнӑҫӗ яланах темӗнле пушшӑн, пӗр пӗчченӗн туйӑнса каять. Халь акӑ мӗн — Павел сӑмахне эсир вокзалта илетӗр… Яхно кулсарах тепӗр хут ыйтрӗ: — Питех мар? — Пысӑк кит — пысӑк тупӑш, — терӗ пӗр матрос. Мӗнле праҫник-ха вара? — Марья Викторовна сывлӑхӗ еплерех? — ыйтрӗ Ромашов, илтмен е йывӑр ӑнкартакан ҫынпа калаҫнӑ чухнехи пек, яланчӑклӑн та сассине юриех хӑпартса; полкра унпа пуртех те, прапорщиксем таранчченех, ҫаплалла калаҫаҫҫӗ. Анчах эп вӗсен патӗнче ҫур ҫул та пурӑнаймарӑм, мана хӑваласа ячӗҫ… Гаврила ӑна кимӗ ҫине илчӗ, татах тепӗр ҫавӑн пек япалах тытрӗ. Унтан хӳмене урлӑ Челкашӑн вӑрӑм кӳлепи курӑнчӗ, таҫтан кӗсменсем те тупӑнчӗҫ, Гаврила урисем патне унӑн кутамкки пырса ӳкрӗ, йывӑррӑн сывлакан Челкаш хӳрене вырнаҫса ларчӗ. Пырсанах ларса кайма пурте хатӗр; эпир сулӑ ҫине кӗрсе вырнаҫрӑмӑр та ҫыран хӗррипе «Сакнуссем сӑмсахӗ» еннелле ишсе кайрӑмӑр. Мӗншӗн тесен, унта куҫӗ куракан ҫыншӑн та ҫав-ҫавах сивӗ… Эпӗ алӑ пусрӑм та тухса кайрӑм. Вӑл сарӑлса-кӳпшесе кайнӑ (Салтаксем хушшинче ун пеккисем питӗ те сайра хутран ҫеҫ тӗл пулкалаҫҫӗ), чӑп-чӑпар сӑн-пуҫлӑ, тем пысӑкӑш чӑмӑр ҫамкаллӑ, черкке пек кӑвак куҫлӑ ҫын пулнӑ. Павел, хӑйне тахҫантанпа ӗмӗтленнӗ япалана панине часах ӗненмерӗ, анчах Жухрай унӑн хулпуҫҫийӗ урлӑ пиҫиххине ҫакса та ячӗ. — Вӑрӑмтунасем ыйӑх памаҫҫӗ, малашне кӗлетре ҫывӑратӑп, — терӗ амӑшӗ, мӑйне простыньпе чӗркесе. Вӑл пӑшӑлтатнӑ сасӑра чӑн-чӑн кӳренӳ илтӗнсе кайрӗ. Ҫак ҫын ҫӗр ҫинче ман вырӑна йышӑнма килнӗ пек туйӑнать. — Лайӑх лектермелле перӗр! — Темле уҫӑ шӑршӑ, ну, сывлӑм шӑрши пекрех-ши… — Мана вӑл шалккӑ мар. — Пурнӑҫа тӑвакансем! — Пӳрнисемпе стенасемпе маччана тӗке-тӗке, тахҫанах пӑхмасӑр калама вӗреннӗ урока ҫирӗплетнӗ пек, вӑл тӗрлӗрен кирлӗ пултаракан япаласем ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ, ҫав япаласем пӗтӗмпех пур-мӗн, тупасса та вӗсене пӗр йывӑрлӑхсӑрах тупма пулать иккен, ҫитменнине тата юсамалли те ытлашшиех мар-мӗн. Вӑл хӗрсе кайса калаҫрӗ, ӑслӑ сӗнӳсем пачӗ, Бесхлебнов Дубцова вичкӗн сӑмахпа тӗксе илнӗ вӑхӑтра Давыдов ун ҫине пӑхрӗ те ун куҫӗсем вӗлересле курайманлӑхпа ҫиҫнине курчӗ, тӗлӗннипе, куҫ харшисене ҫӗклерӗ. Пӗлсех тӑмалла, Грант капитан пек нумай курнӑ ҫын та ҫак условисем пур ҫинче ҫывӑхрах тӑракан акӑлчансен колонийӗсене ҫитеймен пулсан, вара тӳрех калас пулать, ӑна ҫӗр ҫине ансан пирвайхи сехетсенчех туземецсем тыткӑна ҫаклатнӑ. Стручкова палатӑна илсе пырсан вара, санитаркӑсем ун хыҫҫӑнах чечексем, тӗрлӗ ҫимӗҫсем тултарнӑ пакетсем, конфет коробкисем йӑтса кӗчӗҫ — кусене ӑна Мускав ҫыннисем тав туса парнеленӗ. Стручков пит те хаваслӑ, ҫынсемпе хутшӑнма юратакан ҫын пулнӑ. — Апчуху! Ну, халь ӗнтӗ… кунта ҫынсем килеҫҫӗ. Тӗлӗнмелли те ҫук — вӑл ӑна пит килӗшет… Ватӑ сунарҫӑн куҫӗ кӗтесре ларакан витре ҫинче чарӑннӑ. — Санӑн хуҫу ӑҫта? — Халӗ мӗнле? — пӑшӑрханса ыйтрӗ каллех амӑшӗ. Ефим платниксемпе пӗрлешрӗ те, вӗсем виҫҫӗн вара пӗрне пӗри чавсисемпе тата урисемпе тӗрткелесе, пӗр вырӑнта тапӑртатса, хашкаса ятлаҫма тытӑнчӗҫ… Чили ялавӗпе чиркӳ тӑррийӗ йывӑҫсен хушшипе кӑшт ҫеҫ курӑнса пытанчӗҫ. Пролив гранитлӑ ҫӗрсен варрипе кукӑрӑлса пырать, вӗсем ҫине пӑхсан, йӑлтах аптӑраса каятӑн. Анчах эпӗ лашапа пынӑ чух кӑна ҫапла лӑпкӑ пултӑм иккен, хамӑн туйӑмсене ҫӗнтерме пултартӑм. Кӑлтӑрписене иксӗмӗр те пӗр вӑхӑтрах яратпӑр, выляса илейменни ҫӗнтерекенне хӑйӗн кӑлтӑрпине парать. Чирикова ҫинчен унӑн текех шухӑшлас та килмерӗ. Тепӗр тесен, — ура ҫине тӑрса та куҫлӑх хупӑлчине хыҫалти кӗсйинелле пытарнӑ май, хушса хучӗ вӑл, — тепӗр тесен, судӑн халь вуласа панӑ йышӑнӑвӗ сирӗншӗн пачах та вӑйпа хистесе тутаракан япала мар. Сирӗншӗн кашниншӗнех дуэльре ҫапӑҫмашкӑн та тулли ирӗк пур, е… — вӑл аллисене сарса хучӗ те тӑхтав турӗ, — е службӑран тухса кайма та. Пушӑ аврипе ҫултан сулахаялла тӗллесе кӑтартать. — Эсӗ тата мӗн ҫынсен ӗҫне хутшӑнса тӑратӑн, хура ҫӗлен! Ах, эсӗ, чыканран пулнӑскер, ҫӗрӗк тунката. Пӑхма хӑрушӑ вӗт сан ҫине! Эпӗ санӑн пӗтӗм питне-куҫна чавса пӗтерӗп! — Пуҫланать… Малалла та ҫавӑн пекех пулсан, ҫумӑр питӗ хӑрушӑ пулмалла. Мӗн тума каларӗ вӑл Антоний ҫинчен? Сӑнаса пӑхнинчен ҫакӑ курӑнать: этемӗн хаярлӑхӗпе тискерлӗхӗ унӑн пӗвӗ пысӑккине кура ӳссех пырать. — Пирӗн уставщиксем. — Манӑн пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: хамӑр контрабандӑна ертсе пырас ӗҫе Ривареса хӑй ҫине илме ыйтса пӑхмалла пирӗн. Мӗн тесе калатӑп-ха эпӗ телеграфист ҫинчен? Назанский каллех шкап патне пычӗ. Анчах вӑл ӗҫмерӗ, Ромашова ҫурӑмӗпе ҫаврӑнса тӑрса ҫеҫ ҫамкине тертлӗн сӑтӑркаларӗ те сылтӑм аллин пӳрнисемпе тӑнлавӗсене хыттӑн-хыттӑн пусса тытрӗ. Темӗнле мӗскӗнлӗх, хевтесӗрлӗхпе пусӑрӑнчӑклӑх палӑрса тӑчӗ ҫак турткалашуллӑ хӑтланура. — Эсир хӗрарӑм юратӑвӗ ҫинчен каларӑр — тӗпсӗр-виҫесӗрлӗх, вӑрттӑнлӑх, савӑнӑҫ ҫинчен, — аса илтерчӗ Ромашов. — Ҫапла, юрату! — кӑшкӑрса ячӗ Назанский хӗпӗртӳллӗ сасӑпа. Вӑл черккене хӑвӑрттӑн пушатрӗ, шкап енчен ҫунса хӗмленекен куҫсемпе ҫаврӑнчӗ те тутине кӗпе ҫаннипе васкавлӑн шӑлса илчӗ, — Юрату! Кам ӑнланать ӑна? Вараланчӑк, лапӑркка оперетта пеккисемпе ним намӑсӗ-симӗсӗсӗр ӳкерчӗксем, ирсӗр анекдотсемпе чи-чи йӗрӗнӗҫ сӑвӑ ластанкисем валли тема туса хунӑ унран. Эпир, офицерсем, тунӑ ӑна. — Пӗрле хушӑпӑр та спиннинг туянӑпӑр. Эпӗ компас ҫине пӑхса илесшӗн пултӑм… Такӑр ҫулпа виркӗнсе пыракан виҫӗ утлӑ урапа ҫинчен тусем, тухакан хӗвел ҫутинче хӑйсен хӗрлӗ-кӗрен тӑррисемпе йӑлтӑртатса, горизонт тӑрӑх чупнӑ пек туйӑнать. Яков Лукич ачалла ӗсӗклесе илчӗ, сӑмсине йӳле янӑ кӗпе арки ҫине шӑнкартрӗ, ал лаппипе куҫне, мӑйӑхӗпе сухалне шӑлчӗ, вара кӗскен, куҫне ҫӗклемесӗр, хатӗрлевҫӗсемпе мӗн калаҫни, кӗтӳҫӗ хӑйне шанчӑксӑр тыткалани ҫинчен каласа пачӗ, хатӗрлевҫӗсем каҫхине хӑйпе мӑкарич ӗҫме килесси ҫинчен те калама манмарӗ. Ну, юлашкинчен, хуйха пайласан, хӑвнах ҫӑмӑлланса кайма пултарӗ. Эпир иксӗмӗр тӗрлӗ парти ҫыннисем… Лаггнегг королевствипе Япони империйӗ хушшинче ялан вӑйлӑ суту-илӳ пырать. Ахӑртнех, Япони писателӗсем струльдбругсем ҫинчен асӑннӑ пулӗ. Анчах эпӗ Японире питех те сахал вӑхӑт пултӑм. Эпӗ Япони чӗлхине пачах та пӗлместӗп, ҫавӑнпа кун пирки эпӗ нимӗн те пӗлме пултараймарӑм. Артём ҫавӑрӑнчӗ те алӑк еннелле утрӗ. Госпитальпе университет хушшинче ҫырусем ытларах та ытларах ҫӳреме пуҫларӗҫ. Ҫавӑнтах тата ҫакна ӑнлантӑм: тем чухлӗ пурӑнсан та, Зинаидӑн ҫав хускалӑвне, мӗнле пӑхнине, кулнине манма пултарассӑм ҫук; унӑн ҫав ҫӗнӗ, ман ума кӗтмен ҫӗртен тухса тӑнӑ сӑнарӗ ӗмӗрлӗхе асӑма кӗрсе юлчӗ. Виле тӑприсем ҫине салхун пӑхкаласа утаҫҫӗ. — Мана наука тунӑ ҫӗнӗ открытисем савӑнтарнӑ пек нимӗн те савӑнтармасть, анчах тем ҫакӑн пек открытин вӑрттӑнлӑхне пӗличчен хам королевствӑн ҫуррине пама хавасрах, — терӗ вӑл. — Эсӗ ху пурнӑҫна хакла хуратӑн пулсан, кусем ҫинчен урӑх нихҫан та нимӗн те ан асӑннӑ пултӑр, — терӗ. Анчах та вӑл таврари пӑлхану лӑпланма пултарасса ӗненмерӗ ӗнтӗ, фабрикӑра шав кулленех вӑйланса, вӗресе, хӑрушӑрах пулса пынине курчӗ. Чирленӗ пуль эс, тусӑм, ухмаха ернисен ҫуртне ӑсатмалла мар-и сана. — Пӗлместӗп, — ытахальтен тенӗ пек сӑмах хушрӗ вӑл, — эпӗ нихҫан та кӳмере ларса ҫӳреместӗп — манӑн унта ларсанах ӑш пӑтранать, ун ҫинчен анне те пӗлет. Манӑн мӗнпур истори ҫакӑ пулать. Петьӑна та шырама тытӑнмасӑр — тен унӑн, кам пӗлет, полевой почта номерӗ ҫеҫ улшӑннӑ пулӗ? Силвио тӑчӗ те картон ӑшӗнчен ылтӑн ярапаллӑ ука тыттарнӑ хӗрлӗ ҫӗлӗк кӑларчӗ. Вӑл ӑна тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкӗ ҫинче ҫамкаран пӗр вершук ҫӳлерех пуля шӑтарнӑ вырӑн курӑнчӗ. Пӗр ҫӗр, ҫӗр аллӑ тенкӗ ӗҫлесе тупас пулсан, часах ура ҫине тӑрӑттӑм та эпӗ, вара Антипа пӳрне витӗр ҫеҫ кӑтартӑттӑм. Эпӗ районти пӗтӗм актива мобилизацилесе, халех колхозсене кӑларса яма кирлӗ тесе шутлатӑп. — Эх, епле чӗтӗрет, ҫав тери ҫилӗллӗ… Куратӑр пулӗ ӗнтӗ, Елена Николаевна, — терӗ вӑл, калаҫма пуҫласа, унтан шанчӑклӑн ун ҫумнерех шуса ларчӗ. — Пирӗннисем кунта питӗ сахал; вӗсем хушшинче хут сахал пӗлекеннисем пур; анчах пӗрлехи ӗҫе вӗсем ҫирӗп парӑннӑ. Павка вӑтаннипе нар пек хӗрелет. Юрать-ха каҫхине никам та курмасть. А вӗсем пӗтмен пулсан, чӗлхерен вӗсене тивӗҫ ятсене кӑларса пӑрахма кирлӗ-ши? Пӗррехинче эпӗ, яланхи пекех каҫкӳлӗм, чӑх ури ҫинчи ҫурта пырса ҫитсен, ман куҫа ҫийӗнчех унта пурӑнакансен кӑмӑлӗ пӑсӑкки курӑнса кайрӗ. Зеб ӗнтӗ уҫланкӑран каяс тесе аяккалла ҫавӑрӑннӑ, анчах унтан каллех чарӑнса тӑнӑ. Кунта Голландинчен вӗҫсе килнӗ чухне чайкӑсемпе хура ӑмӑрткайӑксем ларса канаҫҫӗ. Ҫав уроксем унӑн кӑмӑл-туйӑмне пушшех те ҫӗнетрӗҫ, пуянлатрӗҫ, музыка урлӑ тӗтреллӗн кӑна ӑнланнӑ япаласене халӗ вӑл уҫӑмлӑраххӑн, татӑклӑраххӑн, анлӑраххӑн пӗлсе ҫите пуҫларӗ. — Пурне те пар! — Вӑл тамӑк ӑшӗнчи вут! Пӗри Павка Корчагин, ун пиччӗшӗ — слесарь. Хӑй вӑл чӗркуҫленнӗ те, пуҫне аллисемпе тытса, хулӑн пӗрене ҫинче ларать: вӑл иккен ҫын вӗлерекенӗн амӑшӗ пулнӑ. Ку сире питӗ ҫӑмӑл пулӗ тетӗп. — «Фу, мӗнле ирсӗр туйӑм манӑн чӗрере» шухӑшласа илчӗ вӑл. Яхно Озерова фуфайка тӳминчен ярса тытрӗ. Малтан вӑл аллисене вӑйпах ҫурӑм хыҫне хире-хирӗҫ тытса пӗтӗм вӑйран чӑмӑртать, пуҫне сӗнксе пӑхса тӑрать, унтан унӑн чӗркуҫҫийӗсем тӑр-тӑр-тӑр чӗтреме пуҫлаҫҫӗ, кӗҫех вӗсем тытса чарма ҫук сиксе чӗтреме тытӑнаҫҫӗ, вара Дымок, вӗтелентерсе тӑракан туртӑмне пусарма вӑй ҫитереймесӗр, ҫапӑҫӑва кӗрсе каять. — Акӑ мӗншӗн: вӑл пире вӑрҫӑ ӗҫӗнче пулӑшать, сержант юлташ! Унтан, ҫак сӑмахсем пирки Медынская куҫӗсем ҫуталса илнине курсан, вӑл хӑйне айваннӑн, кулӑшлан туйса кайнӑ, ҫавӑнтах, хӑй ҫине тарӑхса, пусӑрӑннӑ сасӑпа калаҫма пуҫланӑ: — Чӑн, эп ҫавӑн пек, — тенӗ вӑл, — чунӑмра мӗскер — чӗлхем ҫинче те ҫавах… Итлесе тӑракан запорожецсем иккӗленме пуҫларӗҫ. Мересьев ҫак самантра Гвоздев епле картах сиксе илнине, вӑл епле вӑртах ҫаврӑннине, бинтсем айӗнчен куҫӗсем епле ялкӑшса пӑхнине курчӗ. Кунта тӑтӑшах пӗр евӗрлӗ тӳрем ҫӗрсем выртаҫҫӗ, юшкӑн тӑпраллӑ ҫӗрсем тырпул тухӑҫӗ енчен начарах мар пулас. Ку ҫӗрте тӳп-тӳрӗ чугун ҫулсем тӑвас тӗлӗшпе питех те аван, чугун ҫулсем хывакан ушкӑнсем ун пек ҫӗршыва питех те кӑмӑллаҫҫӗ пулас. Паллах, манпа ырӑ кӑмӑллӑ пулчӗҫ: мана хӑватлӑран хӑватлӑ корольпе майри пит юрататчӗҫ, патша ҫуртӗнчи ҫынсем манпа тимлесе интересленетчӗҫ, анчах ман ҫине ҫапла пӑхнинче, манпа епле калаҫни-хӑтланнинче ман этем тивӗҫлӗхне темскер кӳрентерекенни пурччӗ. Кивелнӗ сарӑ платье тӑхӑннӑ, мӑйне тӗссӗрленнӗ тутӑр ҫыхнӑ хӗрарӑм пӗчӗк турилккепе сӗт илсе кӗчӗ те кушак ҫури умне лартса пачӗ. — Эсир хӑвӑрӑн кӑвак мустанга ҫавӑн пек хаклатӑр пулсан, эпӗ сирӗнпе хаваслансах улӑштаратӑп. Тата тепре кӑшт туртсанах алӑк пӗтӗмпех уҫӑлса кайрӗ. Гешан ӑна хирӗҫ:— Унпа пусма тиесе килмерӗҫ ҫав, — терӗ. Маякинӑн хулари хисеплӗ вырӑнне пула тата Атӑл ҫинче ун пӗлӗшӗсем нумаййине кура, ӗҫ питӗ шеплӗ пынӑ, анчах Маякин ӗҫ ҫине ҫавӑн пек ытла та вӗчӗрхенсе пӑхни — хреснашшӗ хӑйӗн хӗрне чӑнах та Фомана качча пама татӑклӑнах шут тытнӑ иккенне тата ытларах ҫирӗплетнӗ. Ҫак япала ӑна старикрен пушшех сивӗтнӗ. Никампа калаҫса йӑпанма та ҫук. Вӗсен ҫывӑхнерех пырас тесе шухӑша та илмелли ҫук: вӗсене кӑшт ҫеҫ курса юлатӑн, вӗсем шурӑ юр ҫийӗпе пӗр сасӑ кӑлармасӑр вӑркӑнса иртеҫҫӗ. Урапа тавра ӗнтӗ халӑх пуҫтарӑнса тӑчӗ. Тӗрӗс каламастӑп-и мӗн? — Юлташсем, эсир кунта сӳпӗлтетме пуҫтарӑннӑ-и е ҫапӑҫма-и? Юлашкинчен мана ҫак хам пӗлменни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫитменнине Катьӑран та унӑн ашшӗ ӑҫта иккенне, вӑл виллипе чӗррине ыйтса пӗлме пулать. Ҫакӑн хыҫҫӑн темиҫе кунтанах Владимир ҫара кайни ҫинчен хыпар ҫитнӗ. Чӗркуҫ таран шывра пыракан лашасем юхӑм пуҫланнине сисрӗҫ. Часах вӗсенчен ҫур миль кӑнтӑралла хартлатнисем, мӗкӗрсе ҫухӑрнисем илтӗнме пуҫларӗҫ, ухмаха ернӗ чӗрчунсен темӗн пысӑкӑш кӗтӗвӗ курӑнчӗ, вӗсем меслетсӗр хытӑ ӗрӗхеҫҫӗ; чупнӑ ҫӗртех пӗрне-пӗри сирпӗтсе яраҫҫӗ те, ҫӗре ӳкнисене таптасах каҫса каяҫҫӗ. Ольга телеграммӑна илсе вуласа тухрӗ. Аэлита сулланса илчӗ. — Мӗнех вара? Анчах пирӗн Ленин юлташ вилсен, парти чӗнӳ янӑ хыҫҫӑн, эпӗ хам пурӑнӑҫ ҫине ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та, унта мӗн ҫитменнине шыраса тупрӑм. Петӗр аллине кӑкри ҫине хуҫлатса тытрӗ, куҫне хӗсрӗ, унӑн ула-чӑла сӑн-пичӗ ҫинче ҫемҫе кулӑ чӗтресе тӑчӗ. — Хӑть ҫирӗм парӑр, — терӗ Паганель, — мана сирӗнпе калаҫса тӑмашкӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр савӑнӑҫ пулать. Анчах хуҫи вырӑс хӗрарӑмех, аллӑ ҫулалла ҫитнӗскер, тирпейлӗ тӑхӑннӑскер, ырӑ та ӑслӑ пит-куҫлӑ, йӗркеллӗн калаҫаканскер пулнӑ, имӗш. Пач та пытарса тӑрас теместӗп, мана сирӗн пата туртать, эсир маншӑн пур енӗпе те савӑк: хӑвӑр килпетсӗрлӗхӗрпе, хӑвӑрӑн тасалӑхӑрпа, хӑвӑр ачашлӑхӑрпа. Эпӗ ҫавӑрӑнса пӑхрӑм та тусанланса пӗтнӗ, ҫӑпаталлӑ, кӗпе тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи урлӑ пештерне сӑхман ҫакса янӑ пӗр аллӑ ҫулти хресчене курах кайрӑм. Кинемей ҫавӑн хыҫҫӑн ҫӗлӗкпе пӑшал йӑтса тухрӗ. Ҫук, эпир унӑн килӗнче хӑй ҫутисем сӳниччен тӑхтатпӑр-ха. Ниҫта васкамалли те ҫук пирӗн. Икӗ эрне ӗнтӗ санпа эпир лашасене пӗр кантармасӑр хӑвалатпӑр, эсӗ тӑнна ҫухатса тем те пӗр супӗлтетсе пыратӑн. — Пирӗн енче пулма май килсен, тархасшӑн, ыйтатпӑр ман пата кӗме. Аэродром малти лини ҫывӑхӗнчех пулать. Эпӗ ҫакӑн пек тӗлӗнмелле картинӑсене пӗр чӗнмесӗр пӑхса тӑратӑп; хамӑн ӑшри шухӑшсене каласа пама сӑмах та ҫитеймест; тӗнчери халиччен курман ҫӗнӗ улшӑнусене палӑртма тивӗҫлӗ сӑмах та ҫук. — Вӑл каласа пачӗ мана. Унтан ҫимелли. Чӗлхесӗрскер. Том хӑйӗнчен тӑрӑхласа мӑшкӑлланӑнах питӗ хытӑ тарӑхрӗ. Ҫавӑнпа ученӑйӗн пуҫӗ, сивчир пек чӗтренсе, «соntin…» тенӗ слогсен ӑнӑҫсӑр пӗрлешӳне ӑнлантарса парайман гипотезӑсене пӗрин хыҫҫӑн тепӗрне пӑрахӑҫласа, Грант капитан аллисем ҫырнӑ документсенче ҫӗнӗ шухӑш тупма тӑрӑшать. Эй, Сталежко, — кӑшкӑрчӗ вӑл, — отряда хваттере вырнаҫтар! — Мӗнле Петра вӑл? Вӑл нимӗнрен те хӑрамасть, пӗрмаях тулта ҫӳрет. — Светуй Патрик! — тесе йывӑррӑн сывлакаласа илнӗ шанчӑклӑ тарҫи. Ман ҫинчен кам та пулин ҫӑвар уҫсан вара, Лукерья, манӑн та Уҫӑппа юнашар ҫакӑнса тӑмалла пулать. Тусем ҫинче пурӑнса хӑнӑхнипе вӑл шыв юхӑмне чул стена витӗрех сиснӗ, анчах вӑл ҫав темӗнрен те хаклӑ шыв тумламне те курайман, хӑйӗн типсе антӑхнӑ ӑшчикне те лӑплантарман. — Сирӗн ҫакӑнмалли анчах юлать, — терӗ Мак-Набс. Температура яланах пӗр майлӑ пырать. Пырать-и? Кирлӗ пулсан, шыв ӗҫӗр. Лбов, чӑтаймасӑр, сасартӑк тӑрӑлтатса сиксе, кулса ячӗ те пӗрӗхтерсе кӑларчӗ. Малта каланӑччӗ ӗнтӗ, Пойндекстер хӑй тӑванӗн ывӑлне парӑмлӑ пулса кайнӑ тесе. Катя ман ҫине тинкерсе пӑхса илчӗ, кӑштах шухӑша кайрӗ. Соткин та чирлӗ, шӑлтунисем унӑн шыҫса кайрӗҫ, юнланса тӑраҫҫӗ. Сӑрт-тӗмеске ҫине унта-кунта ҫурт-хуралтӑ ишӗлчӗкӗсен сивлек мӗлкисем ӳкнӗ. Ҫын чӑлхисене саплакан мӗнле те пулин хӗрарӑм — ӗлӗк графиня пулнӑ иккен; кӗпе-йӗм ҫӑвакан пӗр-пӗр хӗрарӑм — маркиза пулнӑ; де Буффле госпожа мачча ҫинче пурӑнать, унтан ӑна нумай пулмасть хӑйӗн пулнӑ керменӗ курӑнать. Хам утнӑ май, ненец пек, мӗн курни ҫинчен шухӑшласа пытӑм. Эсӗ уншӑн фронтсенче шуррисене хирӗҫ ҫапӑҫса асап курнӑ-ҫке-ха…» теттӗмӗрччӗ. Кӑшт катарах ачасем те ман пекех хӑтланса шыва чӑматчӗҫ. Вӗсене тӗпсӗр ҫырма тӗлӗнче ҫакӑнса тӑракан чул ту хӗррине хӗстерсе хунӑ. Унта вӗсем темӗнле чӗрӗ евӗрлӗ, анчах ҫын теме май ҫук чӗрчуна курчӗҫ. Пирӗн Серафима та ҫитрӗ, кӑкӑрӗ умне пӗчӗкҫеҫҫӗ сехет ҫакнӑ, чи юлашкинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен саккӑрмӗш класра вӗренекен Возчиков сӗтӗрӗнсе ҫитрӗ. Ҫав Возчиков «лядовецахчӗ» ӗнтӗ. Гамбургра вӗсенчен тем чухлӗ укҫа шӑйӑрчӗҫ, пӑрахутра трюма лартрӗҫ. Ӑна пурӑнма кӑна мар, вилме те ҫӑмӑлрах. — Чӗмере пӗлет ӑна. Кар-ха ҫӑварна! Пӑр катӑкӗсем пӑрлӑ ҫумӑр пекех хапхана пыра-пыра ҫапӑнчӗҫ, лумпа уҫса янӑ шыв ҫулӗ тӑрӑх картишӗнче кӳленсе тӑракан шыв пӗр сас-хурасӑр урамалла ыткӑнса тухрӗ. Ҫап поляк шляхтине! Ухмах ҫынсен пӗчӗк ушкӑнӗ, хӑйсен халӑха тытса тӑракан сиенлӗ влаҫне хӳтӗлесе, пурне те хӗнет, пӑвать, пусса лапчӑтать. Тата сана ҫакна калам… — Тӑманӗ те вӗҫтерет, сивви те сивӗ, Ҫӗпӗрти пек хаяр. Хӑйӗн сӗм-авалхилле, нимӗнпе пӑтранман-вараланман, ялт-ҫутӑ шутлавне мӗн кӑсӑклантарнипе пӑлхантарнине пӗтӗмпех ывӑнма пӗлмесӗр ыйтса тӗпчет вара вӑл манран тӗпӗ-йӗрӗпе: ҫӗршывсемпе халӑхсем, ҫутҫанталӑк пулӑмӗсем ҫинчен, ҫӗрпе тӗнче тытӑмӗ, вӗреннӗ ҫынсем, пысӑк хуласем пирки… Каларӑм вӗт сана. Луччӗ ирхи апат ҫиме каяс, пире ӗнтӗ кӗтеҫҫӗ те пулӗ, ҫитӗ ӗнтӗ сана пӑхма. — Аппа пур… — Пӑчлан! — сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ Марийка. Манран… сӑмса тарчӗ! — Ӑҫта-ха ҫав яш ачи, хӗрарӑм-и вӑл, кам пӗлет ӑна? Алексей каллех ҫӳлелле тапӑҫланма пуҫларӗ те татах каялла шуҫса анчӗ. Е эсир ҫав хута тупсан, корольрен пуян пулатӑр. Хучӗ кунтах, икӗ утӑмра ҫеҫ, эсир пӑрӑнатӑр тата тарма пӑхатӑр. Анчах тупӑ кирек мӗн пулсан та пересси уҫҫӑнах паллӑ. — Захаров ялне тухмасан, улпут хуторне кайса тухӑпӑр, — тенӗ. Берсенев, ҫӗлен сӑхнӑ пек, сиксе тӑчӗ; анчах Елена хускалмарӗ, кӑшкӑрса ямарӗ… Ein grosses U.» Эпӗ унӑн тусӗ пулнӑ пулсан, нимех те марччӗ-ха: чӑн-чӑн тусӑн усал чарусӑрлӑхне кашниех ӑнланать; анчах Печорина эпӗ хамӑн пурнӑҫра та аслӑ ҫул ҫинче пӗр хут кӑна курнӑ; паллах ӗнтӗ, ун ҫине вӗчӗ тытмастӑп эпӗ, унӑн тусӗ пуланҫи курӑнса, ӑна инкек-синкек ҫулӑхтӑр та, вилӗм илсе кайтӑр, тесе ылханмастӑп, ӳпкелешме, канашсем пама, тӑрӑхлама, хӗрхенме пултараймастӑп. Авӑ, тусем инҫе те мар, — терӗ Лукашка, ту хушшине кӑтартса, — анчах ҫитеймен!.. Кӑтрисем те ӗнтӗ ӗлӗкхи мар — сайра, таса мар, кӑвакарнӑ тата. Ытах та вӗсемпе пӗрле хӑй те ӗҫе пикенсен никам та унӑн ӗҫӗ чӑн-чӑн кӑмӑлтан иккенне шанас ҫук, — пример кӑтартасшӑн — хытӑрах ӗҫлеттересшӗн хӑтланать вӑл, тейӗҫӗ… Варвара куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, ун шучӗпе, ҫакӑн пек туни ӑна илем кӳрет иккен. Эпӗ мӗнле тума хушнӑччӗ-ха сана? Вӑл тӗлпулу вунпилӗк ҫултан Седлецра, Ромаҫ — «народоправецсен» ӗҫӗпе Якут облаҫӗнче татах вунӑ ҫул ссылкӑра пулса таврӑннӑ хыҫҫӑн пулчӗ. Эпӗ ҫапла шухӑшлатӑп: Нагульнова, колхоз юхӑмӗнче парти линине киревсӗррӗн пӑснӑскере, коммунист пулин те йӑла тӗлӗшӗнчен пӑсӑлса кайнӑскере, парти ретӗнчен кӑ-лар-са пӑрахмалла! «Купӑста! ҫарӑк! Кишӗр!» кӑшкӑрнӑ вӑл. Ҫанталӑк лайӑх чухне, — ҫав ырӑ климатра вара ҫанталӑк яланах лайӑх, — гостинӑй вырӑнне азотейӑра пулма юратаҫҫӗ. Пӗри тӗрлӗ шӑтӑксенчен перет, тепри пур, щельсене тӑпра чышать, теприсем тата, винтовкӑсемпе, чул муклашкисемпе, тупӑпа пулемёт кӗпҫине, танк бронине кӳпкеҫҫӗ. — Кашни ҫӑлтӑрах хӑйӗн планетисемпе пӗрле пирӗн Хӗвел тӗнчи пек тӗнче пулса тӑрать. Ҫавӑн пеккисем тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫӗ-хӗррисӗр нумай. Пуҫӗнче Бретань хӗрарӑмӗсем тӑхӑнса ҫӳрекен капюшон, плащ вырӑнне — ҫурӑмӗ ҫине кантра вӗҫҫӗн ҫӑм утиял ҫакса янӑ. Хӗвел анас умӗн озеровецсем сайра-хутра кӑна санитарнӑй машинӑсене тата пӗччен пыракан икӗ кустӑрмаллӑ урапасене тӗл пулкаларӗҫ, пӗтӗмпех тӗттӗмленсе ҫитсен вара, полк пӗр кӑшт ҫеҫ палӑракан, ҫын пачах та тенӗ пек ҫӳремен ҫулпа кӗр лӑскаса тӑкнӑ пысӑк хутӑш вӑрмана ҫитсе кӗчӗ. Ҫил-тӑман пек ҫавӑрттарса ҫулӑм варкӑшать, йӑлтӑртатса вут-хӗм сирпӗнет тавралла, пӳртсене вут хыпса илчӗ. Алӑсене вӗсем малтан мӗнле пулнӑ ҫавӑн пекех тума хушнӑ пек, вӑл виҫӗ-тӑватӑ хут хӑйӗн малти урисен чӗрнипе ман ал ҫумне тӗкӗнчӗ. Эпӗ ӑна итлерӗм, перчеткене хывса кӗсъене чикрӗм. Мӗнле таса эсир, чунӑмҫӑм, Ромочка! Тӗксӗм шухӑшсем манӑн кӑмӑлӑма хускатрӗҫ. Ах, ҫав нимӗҫ ачине каллех лайӑх тӑнпуҫ тавӑрса парасчӗ, уншӑн директор нимӗн те хӗрхенмӗччӗ. Капла сӗртӗннӗ хыҫҫӑн унӑн ҫан-ҫурӑмӗ пӗҫерсе кайрӗ, вӑл хӗрӗн туйӑмсӑр аллине чӑмӑртама тытӑнчӗ. Облаҫран Васютин пӗлтернӗ тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулнӑ: халӑхӑн пӗр пӑлханмасӑр хӑйӗн ӗҫне малалла туса пымалла, конференци уҫӑлни вырӑнти руководительсене нимӗнле ҫӗнӗ ӗҫ те хушса памасть. Вӑл кӑкӑрне осколка пырса тивнӗ пирки хай ӑҫта пулнӑ ҫав вырӑнтах вилсе кайрӗ. — Каҫӑ патӗнче хӑҫан пулмалла-ха вӗсен? Вӑл хӑйӗн юратушӑн ҫунакан ҫамрӑк чунӗнчи туйӑмсене юлташӗсене пӗрре те систермен, мӗншӗн тесен, вӑл ӗмӗрте ҫапӑҫӑва кӗрсе тухман козак хӗрарӑмпа юрату ҫинчен шухӑшлама вӑтаннӑ, ӑна чыссӑр япала тесе шутланнӑ. — Тепӗр ҫын? — Е-епле сӑптӑрса ятӑн лешне! — шӑппӑн каласа хунӑ ача, пуҫне усса. Клисурӑ ҫуннӑ чухне вара хӑй пурӑнас кунне хӗрхенмесӗр ӑна хӑтарасшӑн пулчӗ; ҫак мухтавлӑ ӗҫе вӑл Радӑна савса тӑнипе мар, ним чухлӗ те ҫавӑншӑн мар, тем урӑххи илӗртнипе ҫӗкленчӗ. Каллех чипер хӗр Марьяна картишне кӗре-кӗре тухрӗ, картиш урлӑ каҫса ҫӳрерӗ. Вара ютран килнӗ ҫынсем каллех таҫта кайса ҫухалаҫҫӗ; фабрикӑрах юлсан, слободкӑра пурӑнакансен пӗр пек ушкӑнӗпе хутӑшса кайма пултараймасан, вӗсем уйрӑм, халӑхран аякра пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк вӑл нихҫан та иккӗленместчӗ, хӑй шутласа хунинчен нимӗн чухлӗ те парӑнмастчӗ, юман пек ҫирӗпчӗ, халь ун пек мар: вӑл хӑйӗн шухӑшӗ ҫинче ҫирӗп тӑмасть, халь вӑл вӑйсӑр. — Сирӗн гувернер пур-и? — сасартӑк ыйтрӗ вӑл. Мӗн эсир, тетӗп, никам пулӑшмасӑр пулма пултараймасть тетӗп, кам та пулин пулӑшнах тетӗп; пӗр ҫын кӑна та мар пулӑшнӑ-ха ӑна тетӗп; вӑл негра ҫирӗм ҫынна яхӑн пулӑшнӑ; манӑн ҫапла пулас пулсан, эпӗ мӗнпур негрсене хӗнесе тӑкатӑп тетӗп, пӗр негр хӑварми, ку кӑна та мар тетӗп… — Эсир ҫирӗм ҫын тетӗр! Ун чухлӗ ӗҫе хӗрӗх ҫын туса пӗтереймест пулӗ. Кунта, нумай асаплӑ кунсене хуйхӑпа ирттернӗ хыҫҫӑн, Мэри ҫӗнӗрен шанӑҫпа ҫуталчӗ. Ҫывӑхранах пӗчӗк ҫырма юхса иртет, ҫӗр ишӗлсе анса пӑтратнипе шывӗ тӑрӑлсах ҫитмен пулин те, ӗҫмелли шыва вӗсем ҫав ҫырмаранах илчӗҫ. Эсӗ акӑ ватӑлатӑн, эпӗ те ҫавӑн пекех. * * * Мартини пӳлӗме кӗнӗ чухне Пӑван пӗчченех выртнӑ. Ан кала кун пек, о Суламифь! — пӑшӑлтатнӑ, пӑлханса кайнӑскер. — Ҫапах та пӗр енӗпе ҫеҫ тавҫӑруллӑ эсӗ: ман ҫӗвӗ чӑнах та хӗҫпе каснинчен юлнӑ, анчах ҫавна йышӑнас килмерӗ манӑн. Кӗскен, вунпилӗк ҫулхи ача вӑтӑра ҫитнӗ ҫын пек шухӑшланӑ, ӗҫленӗ, — ҫавӑн пек пулнӑ Дик Сэнд. — Унтан, пытарнӑ хыҫҫӑн, эпӗ те чирлерӗм. Яланхи пекех, вӑл «шуйттан тирӗ» тенӗ пусмаран ҫӗленӗ казакина ҫӑтӑ-ҫӑттӑн тӑхӑннӑччӗ, унӑн сарлака кӑкри ҫинче сарӑ сухалӗ сарӑлса тӑрать, ҫамки ҫийӗнче кӗскен кастарнӑ хытӑ ҫӳҫӗ шӑрт пек тӑрать, урисене мужиксем тӑхӑнакан йышши йывӑр атӑ тӑхӑннӑ, вӗсенчен тикӗт шӑрши кӗрет. Ҫав каҫ эпӗ, алӑк янахӗ ҫинӗ тӑрса, юлашки паллӑ туртрӑм, унтан паллӑ тунисене пурне те тӑлаварпа шӑлса пӑрахрӑм. — Сурансем тӳрленмен чухне ку алӑ епле пулнине чухлатӑр-и? — илтӗнчӗ хыҫалтан Риккардо сасси. Анчах вӑл часах хӑй хуть ӑҫта кайсан та ҫулпуҫ ун хыҫӗнчен пӗр утӑм та юлманнине кура ҫак тӗлӗшпе хӑйне мӗнле тыткаламаллине тавҫӑрса илнӗ. Хӑймапа чей тупма пулӗ-ши? Сӗтел ҫине апат-ҫимӗҫ килсе лартни ҫинчен манса, малашне пурнӑҫа кӗртмелли планӗсем, ҫамрӑк пахчаҫӑсен шкулне хӑй епле тӑвасси, вара совхозсен тата ялхуҫалӑх артелӗсен хӑйсен ученӑйӗсем пулччӑр тесе, вӗсене аслӑ шкулсене вӗренме ярасси ҫинчен хӗрсе кайсах калама тытӑнчӗ. Ҫак ушкӑнта икӗ ҫын — пӗр старикпе ҫамрӑк хӗр — пуринчен те салхуллӑрах; вӗсем ыттисемшӗн те ют пек туйӑнаҫҫӗ. Хамӑр туйӑмлӑха тивӗҫтернӗ хыҫҫӑн эпир пӗр-пӗрне юратни пӗтрӗ, пурнӑҫра эпир иксӗмӗр пӗр-пӗрин патне хире-хирӗҫле чӑнлӑхпа пырса тӑтӑмӑр, — урӑхла каласан, эпир пӗр-пӗриншӗн пачах та ют эгоистсем, пӗр-пӗринчен епле пулсан та харпӑр хӑй валли ытларах киленӳ илес текенсем ҫеҫ пулнӑ иккен. Вӑрмансенчи вӑйлӑ пушарсем, шыв илни, выҫлӑх, ҫурҫӗр енчен капланса килнӗ пӑрсем е пушхиртен хӑйӑр хупӑрласа ҫитерни — ҫак сӑлтавсене пула ҫынсем час-часах вырӑнтан вырӑна куҫса ҫӳренӗ. Кун-ҫулӗ мӗнлерех пуласси паллӑ мар, ҫак ырӑ чунлӑ хӗре хӑйӗн ӑрӑскалӗпе ҫыхӑнтарсан, мӗн кӑтартӗ-ши ӑна? — Апла пулсан вӗсемсӗрех ӗҫ кӑларӑпӑр. — Салтӑнсан, Андрей Андреевич тарланӑ ӳчӗ сивӗниччен тӑхтарӗ те, шыва кӗрсе кайрӗ. Вырӑс хӗрарӑмӗ мӗн те пулин хӑрушӑ япала каласа хурасран хӑранӑ пек, вӑл аялти тутине ҫаплах ҫырткаласа тӑрать. — Кил хуҫи арӑмӗпе хамӑр калаҫӑпӑр-и е капитан хӑй калаҫать, э? Нумайччен шухӑшласа ларнӑ хыҫҫӑн Джо индеец ҫалла каларӗ:— Итле, ачам, эсӗ шыв тӑрӑх ҫӳлелле… Хитрелӗх, илем килчӗ те ҫав ӑшри асапланса, тертленсе тунӑ мӗнпур ӗҫӗме кӗл туса вӗҫтерсе ячӗ. Ҫав ҫухалнӑ япаласем пирки хӗрхенни те ҫук вара! Ҫӗре ӳкнӗ укҫа чул ҫумне перӗнсе чӑнкӑртатса янрарӗ! Унӑн сиятельстви саламатпа ҫатлаттарса илетчӗ, йытӑ пӑхакансем вара ӗрлешсе картишӗнчен тухса каятчӗҫ. — Эсӗ хӑвӑн, тумтирне пӗтӗмпех хывса пӑрах. Иккӗмӗш ҫынна валли каҫхи апат ҫуккине пӗлтерсе, хӗрарӑм пуҫне ҫын асӑрхамалла мар сӗлтсе илчӗ, хӑйӗн хаяр кӑвак куҫӗсемпе кӗтесселле, пӗчӗк шкап еннелле пӑхрӗ; вӑл ӑҫталла пӑхнине асӑрхаса, Корытов юрани ҫинчен пӗлтерчӗ — аллине сулчӗ, тепӗр хут икӗ пӳрнине кӑтартрӗ. Пулса иртнӗ лару-тӑрури улшӑнусем пирки тепӑртак шутлакаларӗ те Том тӗп штаба пӗлтерме утрӗ. Вӑл ҫын, ҫак кӗнеке авторӗ пекех тӗлӗнмелле ӑсчах та асамҫӑ пулнӑ пулсан, ӗҫ вӑл — тума тивӗҫлӗ япала, вӑйӑ вара — тумасан та юракан япала иккенне питӗ аван ӑнланӗччӗ. Сэм Мэнли аслӑ хирург вырӑнне пулать. Чӑнах та ыранччен-и? — ыйтрӗ Ленора фрау. Мӑкши Ситановран нумай вӑйлӑрах, анчах унтан чылай йывӑртарахчӗ, вӑл ҫав тери хӑвӑртах ҫапма пултараймастчӗ, пӗрре ҫапнӑ вырӑнне иккӗ те, виҫҫӗ те лекетчӗ ӑна. Ҫавӑн хыҫҫӑн, унран кая мар ҫапӑҫусем тата темиҫе пулса иртрӗҫ; ҫак ҫӗнтерӳсем пурте ӗнтӗ ӗҫсене урӑхлатрӗҫ. Ҫав ҫилӗ капланса тӑнӑран анчах калаҫмастӑп эп… Бразилири ҫӗр хӑвӑлӗсенче тупӑннӑ лептотери, Ҫӗпӗрти пӑрлӑ вырӑнсенчен килнӗ мерикотери евӗрлӗ кайӑксем ҫӳреҫҫӗ пек. Лашисене вестовоя парса, хӑйсем хурал пӳлӗмне васкаса кӗчӗҫ. Поезд ҫинчех-ха эсӗ Катя ҫинчен шухӑшламан пек пулни мана тӗлӗнтерчӗ. Джон Мангльс, Сноуи шывӗн хӗрринче пӗр ӗҫ пулса иртнӗренпе ӑна вӑрттӑн сӑнаса пыраканскер, географ тем ҫинчен каласшӑн пулнине, ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑю ҫитерейменнине курать. Кимме тӗрӗс тытса пыма та, вӗсене хӑйсене асӑрхама та чылаях аван курӑнатчӗ. — Вӑл ҫав каскӑнӑн ятне каламан-и сире? — терӗ граф. Кашнинех тутанса пӑхма ҫитрӗ, пуҫлӑхне ытларах та тиврӗ. — Конешнӑ… Туман ун патӗнче дворецкире пурӑннӑ, граф хӑй виличченех ӑна ирӗке кӑларса хӑварнӑ. Нивушлӗ вӑл, яланах тӗрӗс тӑвакан моряк, ҫавӑн пек йӑнӑш тунӑ? Унӑн кӑвак куҫӗ хуралчӗ, усаллӑн ялкӑшса илчӗ: — Санӑн, сухаллӑ ухмахӑн, ӑсу хӑвпа пӗрле-и е эсӗ ӑна киле хӑварнӑ? Пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксенче халь те куҫҫуль тумламӗсем чӗтресе тӑраҫҫӗ пулин те, унӑн тути ҫинче тулли кӑмӑла пӗлтерекен лӑпкӑ кулӑ палӑрчӗ. Халь вӑл хӑйӗн ҫийӗпе каялла ӳкерекен Хӗвел ҫутине пирӗн ҫинелле ярать. Гусев ҫавӑнтах, тӗл пулуран пӑрӑнас тесе, ҫурҫӗрелле пӑрӑнчӗ. Ну, эпӗ каласа пӗтертӗм ӗнтӗ. Пуҫ тайса хисеп тӑватӑп, командир. Халӗ ӗнтӗ эпир пӗр-пӗрне тупса, ҫутӑ ҫине тухрӑмӑр. Тупӑкра ҫӑварне уҫса выртнӑ, анчах куҫ харшийӗ унӑн ҫиллес тӗксӗмленсе тӑнӑ. Тӗксӗмӗн йӑлтӑртата-йӑлтӑртата илет шыв ҫутӑлас умӗнхи тӗтрере, ҫаврака яка вак чулсем хушшипе шӑнкӑртатса юхать вӑл. Турӑ та, патша та эпӗ вӗсенчен уйӑрӑлса кайнӑшӑн лайӑхланас ҫук; ҫынсем хӑйсем ҫине ҫилленни, хӑйсен ирсӗр пурӑнӑҫне тиркесе тӑкни кирлӗ, — акӑ мӗн! Ахаль те пур енчен те пултаруллӑ винокур вара, кирек мӗнле ҫӗнӗ япалана та курасшӑн ҫунаканскер, чӗлӗмне хӑвӑрт табак тултарса, урама чупса тухрӗ; анчах ашкӑнакан йӗкӗтсем вӑл тухнӑ ҫӗре тарса та пӗтнӗ-мӗн. Зухин ура ҫинӗ тӑмасӑрах мана эрех ӗҫме тата сюртука хывса хума сӗнчӗ. Кӳме те, ҫыхса пӑрахнӑ ҫыннисем те, тӑварнӑ лашисем те ҫаплах ҫул варрине тӑрса юлчӗҫ. «Эсӗ те, мӗскӗнӗм, хӑвӑн анлӑ та ирӗк ҫеҫен хирӳсемшӗн макӑратӑн! — тесе шухӑшларӑм эпӗ, — унта санӑн сивӗ ҫунаттусене сарма вырӑн ҫитнӗ пулӗччӗ, кунта вара, тимӗр читлӗхри кӑшкӑрашса ҫапӑнакан ӑмӑрткайӑк пек, сана пӑчӑ та хӗсӗк». — Ах, ma bonne tante, — атте ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, ырӑ сасӑпа ответлерӗ княгиня, — сирӗн ку тӗлӗшпе шухӑшӑр епле пулнине аванах чухлатӑп ӗнтӗ; анчах ку ыйтура пӗрин пирки сирӗнпе килӗшме пултараймастӑп: ун пирки эпӗ, мӗн чухлӗ шухӑшласан та, мӗн чухлӗ вуласан та, мӗн чухлӗ ҫынсемпе канашласа пӑхсан та, ҫавах пурнӑҫра хам сӑнаса курни мана ачасене хӑратма кирлине ӗнентерсе ҫитерчӗ. — Ку вӑл ҫын ҫине чиновникле пӑхни пулать! Ка-ҫа-рӑр мана, анчах ку ӗҫе эпӗ ҫаплипех хӑвармастӑп! Пӳлӗме кӗнӗ ҫынсем унта Павел пурри ҫинчен пӗлмен. Наташ, кил-ха кунта! Любишкин картишне тиха ӗмӗртекен пӗчӗк кӗсре ҫине утланса пырса кӗчӗ. Унтан Николаев сывлӑхӗшӗн, унӑн генеральнай штабра пулас службинчи ӳсӗмсемшӗн ӗҫрӗҫ, ӗҫессе те вӑл юлашкинчен чӑн-чӑннипех академие кӗресси пирки никам нихӑҫан ним чухлӗ иккӗленмен пекех ӗҫрӗҫ. Нивушлӗ?» ыйтрӗ вӑл хӑйӗнчен хӑй, — вара телейне пула унӑн сывлӑшӗ питӗрӗнсе ларчӗ. Фортран епле пулсан та аяккарах кайма васкамалла. Хӑвалама тухакансене ҫултан аташтарас тесе хыпаланма тӑрӑшмалла пулать. Ҫырнӑ чухне, — хӗрӳллӗн те хӑвӑрттӑн, — вӑл ҫав ҫитменлӗхсене асӑрхамастчӗ, анчах хӑй страницӑсемпе юнашаррӑн аслӑ вырӑс хайлавҫисен хуть пӗчӗк сыпӑкне кӑна вуласа пӑхаятчӗ ҫеҫ, ӑна ҫавӑнтах хевтесӗр, халсӑр шанӑҫсӑрлӑх ҫавӑрса илетчӗ, унӑн намӑсланнипе хӑй искусствинчен йӗрӗнес килетчӗ. Ха… Россия орденӗсене икӗ орденне илнӗ кавалер!.. — Мӗнле апла? Хӑвах кайса парӑнатна? Ялсенче ҫӳресе таврӑнсан, Павел каҫсене Лисицын патӗнче ирттерет. Унта вӑл Лычиковпа Николай хӑйӗнчен чылай мала кайнине курать. — Артур, ху мӗн калани ҫинчен шухӑшласа пӑх-ха! Ку вӑл политикӑллӑ сатира мар, йӳнӗ тӑракан фельетон. — Пирӗн пӗчӗк прогулка, — терӗ вӑл, — аванах вӗҫленессе шанас киле пуҫларӗ манӑн. Морис Джеральдпа унӑн тарҫи Фелим хӑйсене хупӑрласа илнӗ ункӑ варринче пулнӑ. Мир! Кай, кай, темех мар!.. Хурал мӗн пӑхать? Вӑл тарӑхса, пӑлханса кайнӑ, питҫӑмартийӗ те унӑн яланхинчен хытӑраххӑн туртӑнкаласа илет… Вӑл леш икӗ юланучӗ пек уҫланкӑна пырса кӗмен, чӑтлӑх хӗррипе аяккалла пӑрӑнса, унта кӗрсе ҫухалнӑ. — Ҫук, туршӑн та, пӗлместӗп. Ӑна калаҫса пултӑр. Вӗсем пыманнипе тарҫӑсем Артура тата ытларах юратнӑ пек туйӑнчӗ. Атя киле… атя! Вӑрҫа лекрӗм. «Пӗлӗтрен» ӳкекен япаласене ҫапла сӑнама пуҫлани икҫӗр ҫул та ҫитеймен-ха. Анчах чун кӳренет-ҫке-ха манӑн мӗн, чӑтма ҫук кӳренет! Аэлита пӗчӗкҫӗ экран умне пӗшкӗннӗ, итлет, тимлӗн сӑнать. — Эпӗ те… — терӗ вӑл, аран-аран сӑмах хушса. Эпӗ сӑмах хунӑ вырӑнта хамӑн виҫӗ секундантпа тӑратӑп. Малтанласа вӑл, мана тӗл пулсан, тӗлӗннӗ пек пулатчӗ, унтан вара ҫамкине пӗркелентерсе сӑмсипе кӑмӑлсӑр нӑш-наш тутарса сывлӑш туртакан пулчӗ. Анчах пит хӑвӑрт ирӗлет. Ячейкӑрисем, пӗр самантрах вуникӗ ҫын пуҫтарӑнса, кам мӗн килчӗ унпа хӗҫпӑшалланнӑ. Лавсемпе Майдан-Вилла хуторне персе ҫитнӗ, ҫав вӑхӑтрах Берездова юри янӑ ҫын ҫил пек вӗҫтернӗ. Ятлаҫасса вара, ҫӗр ҫӑтман хӗрарӑм, ӳсӗр казакран та лайӑхрах ятлаҫать. Чӳрече янахӗсемпе алӑк янахӗсене хӗрлӗпе сӑрланӑ. Санӑн тетӳсен хӑвӑртрах Англие каймалла-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах килхушшинче татах шинеллӗ ҫынсем курӑнчӗҫ, — вӗсем пурте хайхи карта хӳттинелле чупаҫҫӗ-мӗн. Петровна ӑна ухмаха ерет пулӗ тесе шутланӑччӗ, унтан вӑл пӗрре ҫакӑн пирки ыйтса та пӑхрӗ. — Кӗпесем ҫӑвассине майлаштаркалӑп-ха, ан чӑрман, тавтапуҫ. Стариксене калама чарасси ҫинчен парти уставӗнче графа ҫук, ҫакна эпӗ лайӑх пӗлетӗп! Эпир! Пӗр-ик кунтан кӗрсе тух. Вӑл, манӑн шутпа, ирсӗр хӑтланни ҫеҫ пулать. — Тӑр ав хыҫала! Король, хӑй каланӑ тӑрӑх, эпӗ финанссем тӗлӗшпе мӗн каланине пурне те уйрӑмах тӗрӗс ҫырса пынӑ, мӗншӗн тесен пирӗн финанс системипе паллашнинчен хӑй валли усӑ курма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа вӑл хӑй паллӑ туса ҫырса пынисенче йӑнӑш туман. — Ларӑр, — терӗ вӑл, хӑй вара сӗтел кӗтессине ларчӗ. Анчах та манӑн вӗсене вуламаллах! Сӑрт тӳпинче шур кӗрӗклӗ Кир Яне тӑрать, вӑл хӑй пуҫарӑвӗпе хускатса янӑ ӗҫӗ — ҫынна мӗнле тытнине асӑрхаса пӑхасшӑн. Шухӑшла эс, — хама хаклӑ ҫын тӑвам тесе, эпӗ хамӑн ҫынлӑхӑма тӗрлӗ май хаксӑрлатса пынӑ… Юлашкинчен, бушприт — карап сӑмсинчи малалла тухса тӑракан чалӑш мачта — ҫийӗн виҫӗ кливер хӑпартмалла. Вӑл ҫав шӑтӑка калама ҫук хӑвӑрт вӗҫет, хӑвӑрт ӳкнипе унӑн чӗри те тапма чарӑннӑ пек туйӑнать; е тата вӑл Владимире курать, Владимир юнланнӑ, шурса кайнӑ, курӑк ҫинче тӑсӑлса выртать. Отряд карталанса тӑсӑлчӗ. Вӑл каллех ывӑлне аллине тытрӗ, ҫывӑракан ачи ҫине пӑхса пычӗ. Вӗсем ҫывхарнине курсан, темӗн чухлӗ эму кайӑкӗсемпе тӗме чӑххисем хӑраса таҫта тараҫҫӗ. Камсем ҫӳреҫҫӗ унпа? — Мана никам та кирлӗ мар. Тулта тӗттӗмччӗ, куҫран йӗп чиксен те курӑнмасть. Юрӗ, тейӗпӗр! Кунта мана чӑтса пурӑнаҫҫӗ, анчах юратмаҫҫӗ: кӑваккисем умӗнче эпӗ шанчӑксӑр ҫын пек курӑнатӑп, мӗншӗн тесен эпӗ хресчен, хресченсем мана тухатмӑш вырӑнне хураҫҫӗ. Пӗрин пурӑнӑҫ тата политика тӗлӗшӗнчен хӑнӑху нумай, вӑл ӗлӗкхи саманара темиҫе ҫул хушши парти ӗҫӗсене вӑрттӑн туса пынӑ, патша тӗрмисенче ларнӑ, кайран государствӑна тытса тӑрас ӗҫре пиҫсе ҫитнӗ; теприн — ҫулӑмлӑ ҫамрӑклӑх, кӗрешӗвӗ пурӗ те сакӑр ҫул тӑршшӗ ҫеҫ, анчах ку кӗрешӳ пӗр пурӑнӑҫ ҫеҫ мар илсе кайма пултарнӑ. Вӗсем тавра ҫынсем, мӗлкӗсем хускални палӑрать. Тӑрсан-тӑрсан, вут ҫути ӳкнипе, малта ларакан ҫыннӑн кӑтра пуҫӗ курӑна-курӑна каять. Чӗлхине те ӑнланма пулать. Камӑн тухса калаҫас килет? Ман анне грек хӗрӗ иккенне пӗлместӗр-ха эсир! Пӗлӗтсен аялти сийӗсенче ҫеҫ пирӗн мӗлке палӑрса тӑчӗ, ҫӳлти сийӗнче те ҫавӑн пекехчӗ. Барахо хӑйне хушнине пӑхӑнма васкамарӗ. — Хӗнет-и? Нюркӑна — вунӑ ҫулхи йӑмӑкӑма — анне вырӑнне апат пӗҫерме, ӗнӗ сума майлаштартӑм, шӑллӑмсем мана хуҫалӑхра пулӑшатчӗҫ. — Ҫапла. Колхоз председателӗ пулма. Ҫав керменсемех вӗсене тӗл пулчӗҫ, анчах вӗсем халь урӑхла курӑнчӗҫ. Ну, мӗнле, Валя, хутшӑнатӑн-и пирӗн ҫума? — Малалла калама та хӑратӑп ӗнтӗ. Мӗншӗн ман тавра тата ман чӗрере ҫавнашкалах тӗттӗм? Вӑл пӗр аллӑ ҫулхи чӗрӗ, пирчӗк ҫын, ҫийӗнче вӑрӑм симӗс сюртук, умӗнче, кивелнӗ хӑю ҫинче, виҫӗ медаль. — Эппин мӗнле хула ку? Кӑштах кӑтра мӑйӑхпа витӗннӗ пӗчӗк ҫӑварӗн тӑп тытнӑ ҫӳхе тутисем те хускалман. — Ну, халь ӑҫта вара ҫав эсремет? — малалла кӑсӑклантӑм эпӗ. — Ыранах расчет пар… Мӗнле вӑл сирӗн ҫинчен пӗлнӗ вара? О, мадам, ан кулӑр!.. Хӑвӑра хӗрхенӗр… ывӑлӑрсен чӗрисене ӗненӗр — вӗсем чӑнлӑх ҫуратрӗҫ, уншӑн пӗтеҫҫӗ. — Аксель, илтрӗн-и, ҫав маттур ҫын — пастор иккен, — тет пичче. — Ҫапла, ун аллине лекнӗ пулсан, ахалех вӗҫертмен пулӗччӗ, — сӑмах хушать казаксенчен пӗри. Салтаксене хускатма май пур пулӗ тесе шутлать. Питпе Поляр ҫӑлтӑрӗ еннелле тӑрсан, тӗнче енӗсене тӳрех тупма пулать. Паллах ӗнтӗ, ку вӑл ҫӑмӑл япала мар, мӗншӗн тесен ҫак ҫула тепӗр хут — Вилькицкий тухиччен тата 25 ҫул иртнӗ, анчах та вӑл ӑна тепӗр енчен пуҫланӑ пулнӑ. Анчах ним тума та ҫук. Эпӗ ҫапах та, Сковородников старик сухалне кастарнине, судья пулнине, ҫавӑн пек чаплӑ ҫурта куҫнине ӗненмерӗм пулин те, Гоголь урамнеллех утрӑм. — Шӑлӑх, — терӗ ун хыҫҫӑн Жоржетта. Унтан темшӗн тӗртрӗм те, вӑл суланса кайса ҫемҫе пукан ҫине ӳкрӗ. — Мӗнех вара. Австриецсем те Макҫӑм пиччене самаях ҫилленнӗ пулас. Пичче, хӑй иккӗленсе тӑнине манӑн умра та, проводник умӗнче те кӑтартасшӑн мар пулнипе, хӗвелтухӑҫӗ енчи туннель еннелле кӑтартрӗ те, эпир вара ҫавӑнтах туннель ӑшне кӗрсе кайрӑмӑр. Вӑл тайӑлса кайрӗ. — Фратю, Фратю, — хуллен кӑна сас пачӗ вӑл, — кил-ха кунтарах! Унтан йӗри тавралла пӑхса илчӗ те, пӑшӑлтатнӑ сасӑпа сӑмах хушрӗ. — Чи малтанах Джим, халӗ эпӗ пуян ҫын пулса тӑтӑм, — терӗ. «Ак кунтах, иккӗмӗш хутӗнче. — Бесиев? Курнӑ ҫав… Митрофанпа унӑн ҫемьисӗр тата хӑй мӗскӗннине кура чалӑш куҫлӑ салтак арӑмӗ патӗнче пӗр кӗтесре пурӑнакан хӑлхасӑр ватӑ чиркӳ старости Герасимсӑр пуҫне Шумихинӑра пӗр дворовӑй ҫын та юлман, мӗншӗн тесен эпӗ халь вулакана паллаштарма хатӗрленекен Стёпушкӑна, пӗтӗмӗшпе илсен, ҫын вырӑнне те, уйрӑмӑн илсен, дворовӑй ҫын вырӑнне те шутлама май килмест. Эпӗ вара ӑна ҫавӑнтах ответлерӗм: — Ҫук, Флинтӑн мар, Флинт вилнӗ вӑл. Анчах эсир тӗрӗссине пӗлес тетӗр пулсан, тӗрӗссине калатӑп: карап ҫинче Флинтӑн ӗлӗкхи юлташӗсем пур, ку пирӗншӗн питӗ пысӑк инкек, — терӗм. Тӳррипех калатӑп: хӑратӑп! 1453 ҫулта туркӑсем Константинополе ҫапӑҫса хӑйсен аллине илсен, Хӗвелтухӑҫнелле кайма май та килмен, ҫавӑнпа та Европӑра пӗчӗк чӗптӗм пӑрӑҫ Малайӑри пӗр пичке пӑрӑҫран хаклӑрах тӑра пуҫланӑ. Хӗрарӑм хыҫҫӑн чупма юратакан гимназистсем хушшинче Лиза Сухарько ҫинчен юрату тӗлӗшпе хӑюллӑ хӗр текен сӑмах ҫӳренӗ. — Задача мӗн чухлӗ йывӑртарах, ӑна пурнӑҫа кӗртме ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах тытӑнмалла. Ыратнипе пӗтӗмпех аптӑраса ҫитнӗскер, вӑл ӗнтӗ йӗри-тавра мӗн пулнине те сисмен. «Ман куккан ҫурчӗ тӗлӗнчи сӑрт», — вӑл ӗнтӗ вӗсен ялан курса калаҫмалли вырӑнӗ! Чей ӗҫсе ларнӑ чух Николай ӑна акӑ мӗн каласа кӑтартрӗ: — Эпӗ земски управӑра питех те хурлӑхлӑ ӗҫ тӑватӑп — пирӗн хресченсем епле арканса ҫука тухса пынине сӑнатӑп… Коперник вӗрентӗвӗ Европа тӑрах сисӗнми те ерипен сарӑлнӑ. Китая ҫитме шывпа кайсан ҫӑмӑлтарах пулин те, типӗ ҫӗрпе кайнинчен чылай инҫе пуласса та чухламан вӑл: ун чухне Ҫӗрӗн чӑн виҫине пӗлмен-ҫке, Ҫӗр пӗчӗкрех тесе те шухӑшланӑ. Уттарах кӑмака патне! Килтисем пурте ҫывӑрнӑ пулнӑ. Вӑл ҫак сӑмахсене калакан еннелле ҫаврӑнса та пӑхман. Мана эсир вӗренпе ҫыхатӑр та, эпӗ мӗнпур авӑрсен тӗпне анса пӑхатӑп. — Заявленире мар, элеклесе ҫырнӑ хут ҫинче пулать ӗнтӗ? Ҫирӗп этем вӑй-халӗнчен те иртсе каякан ӗҫӗрсемшӗн сире турӑ телей патӑр. Ҫапах та ҫынсем унта та кулаҫҫӗ. — Ме-ха сана, «патша тӑхӑнса ҫӳремелли протезсем» тунӑшӑн кайса ӗҫ! Пӗчӗк пичкене чӳхентернӗ пек, хӑй хырӑмне чӳхентерсе хуҫа арӑмӗ пырса тӑчӗ, ман ӗҫ ҫине пӑхрӗ те упӑшкине каларӗ: — Эсӗ ана тытса хӗрт! — терӗ. — Укҫа чӑнкӑртатрӗ пулас, — терӗ урайне тем япала ӳкнӗ сасса илтнӗ квартальнӑй, анчах Чартков ҫав тери хӑвӑрт пырса илнипе вӑл мӗн иккенне курса ӗлкӗреймерӗ. Денни хӑйӗн ҫири пиншакне хывма пикеннӗ. — Апла иккен! Ну, сывпул! Гусев тӑчӗ, сулланкалать, тӳрленчӗ те аппаратӑн сӗвек стени тӑрӑх шӑналла шӑвать, — пустарса ҫӗленӗ витӗрен ярса тытрӗ. Эпир харкашма, ҫапӑҫма, табак туртма пуҫларӑмӑр. Хӑш те пӗр чухне вара табак вырӑнне, ӑшӑнас тесе, тислӗк туртрӑмӑр. Хӑшпӗр ҫынсене эпир инкепе Оренбурга тӑвар илме кайсан, ҫул ҫинче аташса юлтӑмӑр е вӑрҫӑран асанне патне Мускава тарса каятпӑр, тесе суйрӑмӑр. Незамайковски курень атаманӗ Кукубенко ҫеҫ сӑмах хушрӗ: «Тӑхта-ха, батько!» терӗ вӑл: «пӗтӗм ҫар умӗнче кошевой каланӑ чухне хирӗҫ калани саккунлӑ мар та, анчах ӗҫ ун пек пулман, ҫавна калас пулать. Хӑвӑрӑн сӑн-сӑпата улӑштарма эсир лайӑх пултарнине пӗлетӗп эпӗ, анчах ҫакна астуса илӗр-ха: миҫе ҫын куҫне эсир Диэго пулса, тата миҫе ҫын куҫне хресчен пулса лекнӗ? Уксах урапа пит ҫинчи суран ҫӗввине пушшех те пытарма ҫук ӗнтӗ. — Николай Артемьевич, тархасшӑн, — йынӑшрӗ Анна Васильевна. Эпӗ тин анчах вунпилӗк ҫул тултарнӑччӗ, анчах хӑш чухне эпӗ хама-хам мӑнаҫланнӑ ҫын пек туяттӑм; хам мӗн-мӗн курса ирттернипе, вуласа пӑхнипе тата канлӗхсӗрӗн шухӑшласа пурӑннипе этӗ шалтан темле сарӑлса йывӑрланса кайнӑччӗ. Темиҫе туземец ӳкрӗҫ. Пирӗн ҫулҫӳревҫӗсен залпӗ хыҫҫӑн ыттисем, хаяррӑн кӑшкӑрса, тӗлсӗррӗн хирӗҫ печӗҫ. Калиныч тарӑхнипе пӑрӑнса ларать, Хорь ахӑлтатса кулма тытӑнать те, унӑн пӗчӗк куҫӗсем вара татах шалалла путса кӗрсе каяҫҫӗ. Ҫумӑр вара мана хӑваласа ҫитеймест. — Гаррис мистер сӗнӗвне эпӗ тав тусах йышӑнма хатӗр, анчах ҫапах та хамӑр ҫак вырӑнтан темиҫе градус ҫурҫӗререх е кӑнтӑрарах марришӗн кулянатӑп. Сасартӑк пурте йӑшӑлтата пуҫларӗҫ: шоссепе, лашин мӑйӗ ҫинех тенӗ пӗк пӗшкӗнсе выртса, юланут килет. Ачасем, ан шавлӑр! Валя та крават ҫине тӑрса ларчӗ, ман ҫине тӗлӗнсе кайса пӑхрӗ. Ачасем кирлӗ таран калаҫма та ӗлкӗреймерӗҫ, ҫавӑнтах аслӑ ҫул ҫинче лаша ури сассисем тӳпӗлтетни илтӗнчӗ. Виҫҫӗш те хӳме патне чупрӗҫ. Анчах ҫемьери килӗшӳ пӑсӑлса кайрӗ. Пире алӑсене усса ларма ирӗк панӑ пулсан, эпир часах хуйха ӳкнӗ пулӑттӑмӑр. Анчах капитан Смоллетт пурин валли те ӗҫ тупса пачӗ. Командира, ҫывӑх туса кӗтнӗ пек, кӑмӑлла, туслӑ, лайӑх юлташла йышӑнчӗҫ. Икӗ хутчен вӗсем мӑльт-мӑльт туса тӑракан ҫӑлтӑрсен ҫуттинче пӗр-пӗрне юратни ҫинчен тупа тунӑ. Давыдов вӑкӑр картисемпе витисене ҫӗрлене ҫӑрапа питӗрсе илме, колхозниксенчен хурал тӑратма хушрӗ. — Иван Иваныч! «Акӑ калаҫать вӗт, анчах ура ҫине ҫеҫ тӑрат ӑна — тӗнчере мӗн пуррине те мансах каять», — шухӑшларӗ Вольмер, анчах хӑй шарламарӗ. — Астӑватӑр-ши эсир мана? Социализмла ҫӗршывра ҫитӗннӗ ҫынӑн чунӗпе хӑватне вӗсем, нимӗҫсем «хуҫасен расси» пулни ҫинчен калакан мӗскӗн «теорие» шухӑшласа кӑларакансем, ӑҫтан ӑнланма пултарччӑр-ха ӗнтӗ! Кунта вӑл пуриншӗн те ют ҫын, урӑх ҫӗршывра ҫуралнӑскер. Питех те тӗлӗнмелле пулчӗ: ҫул ҫинче эпӗ утрав малалла куҫса пынине нихӑш енчен те туйса илеймерӗм. Эпӗ чӗнместӗп. — «Эпӗ, ваше скродие». — Ака вӑл, — терӗм эпӗ, унтан клеенкӑпа чӗркенӗ пакета ун патнелле чӑсрӑм. Тӑмпа шӑлса тунӑ пӳрт урайӗ ҫӗртен ҫур фут ҫӳлерех тӑрать. Эсӗ манӑн пулатӑн, пӗр манӑн ҫеҫ. Джемма мӗнле? Симурден ашшӗ-амӑшӗсем ахаль хресченсемех пулнӑ, вӗсем хӑйсен ывӑлне хура халӑх хушшинчен кӑларас шутпа, ӑна священник тунӑ, анчах вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗ туртнипе каллех халӑх хушшине кайнӑ. Вӑйлӑ ӗҫленӗ-и? — Вӑл хӑй те Джемма ҫине пӑхма хӑяймарӗ, Джемма та ун ҫине пуҫне ҫӗклеймерӗ. Лушка сӑмахӗсемпе унӑн сӗнӗвӗ хӑйне кӳрентерчӗ пулин те, Давыдов кулса ячӗ. Тӗлӗнсе кайнӑ ҫулҫӳревҫӗ хӑй умӗнче ҫаврака ҫӳллӗ башня курнӑ; башня вӑрман хӗрринче, хӑй патне килсе тухакана тытасшӑн хуралланӑ пек, пӗр-пӗччен ларнӑ. Вара уҫӑ тинӗсе тухиччен ним шавламасӑр, шӑши пекех паллӑ мар пулса выртӑр. Вӑл пӳрт патне ҫитрӗ те, хӑйи-хӑйми, алӑка шаккарӗ. Воропаев, ана чӗнсе сасӑ пачӗ, лешӗ картах сикрӗ. Вӑл пӗр вӗҫӗмрен калаҫса, ӗҫсе, кулса ларчӗ, вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн темле улшӑнса кайса питне аллипе сӑтӑра-сӑтӑра илчӗ. Эпӗ сӗтел хушшине ларнӑччӗ те вӑрманти дачӑн планне ӳкереттӗм, пӳлӗме Ярмола килсе кӗчӗ. Вунпӗр сехетре эпӗ пахча ҫимӗҫ сутакан лавккана кӗрсе лартӑм, кунтан петӗм Тверской-Ямской курӑнать. Ирӗк паратӑн вӗт, кукамай? — Сывпуллаш ӗнтӗ, сывпуллаш лайӑхрах, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ карчӑк. Эпӗ кимӗ ҫине ларса ҫыранран уйрӑлтӑм та йӗри-тавра ҫаврӑнса пӑхрӑм; енчен ӑҫта та пулин ҫывӑхрах кимӗ пулнӑ пулсан та, пурпӗр эпӗ ӑна асӑрхаймастӑм, мӗншӗн тесен ҫӗрле ҫӑлтӑр ҫутинче куҫ витереймест. Халӗ ӗҫе кам майлӑ татса парасси паллӑ мар-ха… Макӑрни сывлӑхшӑн усӑллӑ, унтан тата эпӗ утпа ҫӳремен пулсан, каялла ирӗксӗрех вун пилӗк ҫухрӑма ҫуран утман пулсан, ҫав каҫхине кӳҫӑма та хупман пулӑттӑм. Алхасатӑр-алхасатӑр, тӗрлӗрен шухӑш туртса кӑларса чӑлханса каятӑр, унтан — ӳлеме пуҫлатӑр! Мӗн калаҫасшӑн вара? — ним те пӑшӑрханман пек пулса ыйтнӑ Вудли. — Пирӗн завхоз Островнов та тата такам, астумастӑп халӗ. Ҫӗклесе пыма майлӑ пултӑр тесе, ҫавӑрса ҫыхрӗ те, пӗрне сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне ҫакрӗ. — Юнтарни сирӗн чӗререн тухакан япала мар, ҫук, ҫук, ан та калӑр мана, чӗререн тухакан япала мар. Вӑл хӑй ҫине халиччен урӑхларах пӑхнӑ, хӑйне купец сословийӗнчен тухнӑ ахаль хӗрсенчен ҫӳллӗрех, лайӑхрах, тесе шутланӑ, мӗншӗн тесен, ун пек хӗрсен мӗнпур шухӑшӗ те — илемлӗ тум ҫинчен анчах, вӗсем ашшӗ-амӑшӗ шӑйлавӗ тӑрӑх ҫеҫ качча тухаҫҫӗ, сахалӑш ун пеккисенчен чӗре ирӗклӗхне парӑнать. Эсӗ ун урлӑ сиксе каҫнӑ терӗ мана Зеб. Кунта тата тепри, сухалсӑрри ҫӳрет, — эсӗ асӑрхарӑн-и ӑна? Павел ун хыҫӗнчен именерех утса кӗчӗ. Тепӗр пин ҫултан манӑн шӑнса хытнӑ ӳтӗм ҫав ҫӑлтӑрӑн вут-ҫулӑмлӑ океанне вӗҫсе кӗрет. Икӗ тус нимӗн чухлӗ те пӗр-пӗринпе пӗр пек мар. Ерофей Кузьмич тӳпере кӑшт симӗсреххӗн курӑнакан хӑрушӑ хӗрлӗ тӗслӗ хӗвеланӑҫнелле чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, хурӑн ҫулҫисем кӑшӑлтатнине итлерӗ. — Марина Поярковӑна мар-и? — Апла пулсан та… кунта пушарсем пулаҫҫӗ, — сыхлансарах хирӗҫ каласа хучӗ Гобельман. Ак сана апла пулсан! — Кун пек вӑхӑтра курӑнмасӑртарах пурӑнса ирттерсен аванччӗ!» Унӑн пичӗ-куҫӗ илемлех мар пулсан та, лашапа вирлӗ чупса кайса килнӗ хыҫҫӑн хӗрсе ҫуталса кайнӑскер, вӑл хӑюллӑ, нимрен хӑраманнине палӑртрӗ. Вӑл усаллӑн кулса илчӗ, сӑнчӑрсене ҫӗклесе, манран иртсе кайрӗ те хӑвӑрттӑн утрӗ. Кӑнтӑр вӑхӑчӗ. — Ну, эсӗ кун пек харсӑр каччӑ пулсан, ун пирки калаҫма та кирлӗ мар. Анчах вӑл балкон ҫинче ҫӳлтен сасӑсем илтӗннипе чарӑнса тӑнӑ. Кайнӑ чух Катя мана «Елена Робинзон» ятлӑ кӗнеке парса ячӗ, эпӗ ҫав кӗнекене тирпейлӗ тытӑп терӗм, страницисене хуратмӑп терӗм. Апла пулсан, ыйту пӗтрӗ. «Дункан» ҫинче Гленарвансем вырнаҫмалли пӳлӗмсене корма ҫине тунӑ. Сывлӑш ҫеҫ ку, апат мар! Ҫав вӑхӑтрах, ҫынсен хушшинче уйрӑмлӑх — пысӑк мар… Анчах малтан ҫак вилӗмлӗ ҫынна чӗртмелле. Ун чухнехи офицерсемшӗн хӑйсене панӑ чи лайӑх, чи хаклӑ парне хӗрарӑм парни пулнине кам пытарма пултарӗ-ши?.. Том татах кӑшт тӑчӗ, мӗн те пулин каламасӑр хӑварман-ши терӗ пулас:— Ара, тата акӑ мӗн калама маннӑ эпӗ, — терӗ вара. Ку Мигуэль Диаз, мексиканец-мустангер кил-ҫурчӗ пулнӑ. Вӑл пӗтӗмпех хӑйӗн хуҫине — ахальтен мар Эль-Койот тесе хушамат панӑ ҫурма дикаре килӗшмеллескер пулнӑ. Акӑ эп ун пекех пултӑм — орденӑмсем пур, ӗмӗтленни ӑнса пырать, ман ҫинчен вӑл хӑй ӗмӗчӗсем ӑнса пынинчен те тӗрӗс шухӑша кӗме пултарать. Кунашкал ӑшшӑн йышӑнни заседателе хаваслантарать, тӗлӗнтерсех ярать. — Марья Николаевна хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ. Пӗр ҫур сехет пек вӗсем нимӗн те калаҫмасӑр пынӑ. Устина чӑнласах хӗстерес килчӗ! Унӑн кӑранташӗ хут тӑрах хуллен чӑштӑртатать, вӑл ӗҫ малалла кайнине кура савӑнать, хӑйне килӗшнисене темиҫешер хут вуласа тухать. Исправник те тӗлӗнет, вӑл: эсир православнӑй ҫынсем-и? — тесе ыйтрӗ. Эпир вӑрмантан тухрӑмӑр та тӑвайккирен антӑмӑр. Эпӗ, темӗнле инкек пуласса сиссе, аннен шуранка питне, ик еннелле тураса якатнӑ хура ҫӳҫне, ҫинҫе аллине пӑхатӑп, унтан каллех хамӑн патаксемпе аппаланатӑп… Эпир йӑнӑш турӑмӑр пулсан, пирӗн ӑна хамӑрӑнах тӳрлетмелле. Кӗпер урлӑ, водокачка умӗнчен, икӗ ҫамрӑк каччӑ — ҫиччӗмӗш класра вӗренекен гимназистсем иртсе кайрӗҫ. — Вӑхӑтлӑха панисем ҫеҫ. Вӑл ҫапла вӑрах уткаласа ҫӳрерӗ, кил хушшине никам та тухмарӗ. Вӗсем пире шыраҫҫӗ, анчах халлӗхе хыпашласа ҫеҫ шыраҫҫӗ-ха, ҫавӑнпа вӗсем хатӗрлевҫӗсем пек пулнӑ. Халӗ малалла: апатчен кунтан пирӗн пӗрерӗн тухса каймалла. Пуян юнкерӑн вырӑнӗ Кавказра ҫак енчен уйрӑммӑнах аван. — Пӗлместӗп, пӗлместӗп, чунӑмҫӑм. Тепӗр минутран шофер ваннӑ машина кабининчен интендантски служба капитанӗн юнланса пӗтнӗ кӗлеткине туртса кӑларчӗ. Районсенче тата ячейкӑсенче хӑйсене пӗтӗмӗшпех ҫапса салатни вӗсене хӑшпӗр япалана ӑнланма вӗрентрӗ. Офицер каялла таврӑнчӗ. Ҫавӑн пек пулмалла та. Пӗрре! — терӗ. Ак эсир ав — хӑвӑрах; эпӗ хам айӑплӑ, тетӗр… эх-ма! — тесе хунӑ. — Ҫав тери! Унӑн членӗсем выҫӑ та ларнӑ, ӗҫлессе ҫавнашкал ӗҫленӗ, чи вӑрӑм кунсем те вӗсемшӗн кӗске туйӑннӑ, ҫапла пулсан та вӑхӑчӗпе революци ҫӗнтерессипе пӗтесси темиҫе доллартан килнӗ пек туйӑннӑ. — Айртон кунта апла! — терӗ тепӗр хут Гленарван, Джон Мангльс ҫине пӑхса. Павел амӑшӗ ним чӗнмесӗрех ӑна аллинчен лӑпкаса илчӗ. — Аркадий Николаевич патне, — тесе хучӗ старик. — Мм!.. — Дезагреабль-с… — Амӑшӗ ывӑлӗ ҫине ачашшӑн пӑхса тӑчӗ. Ромашов каллех чукун ҫул хушӑкӗ патне пычӗ. Эпӗ, хытӑ сехӗрленсе ӳкнӗскер, ҫывӑрмалли пӳлӗме анне хыҫҫӑн ерипен кӗретӗп пек. Анчах часах Петра:— Вилнӗ ҫынсене тӑвайккине ҫӗклесе хӑпарма йывӑр! — тесе хучӗ. Шӑматкун ирхине, ултӑ сехетре, эпир татах малалла кайрӑмӑр. Юратнӑ сӑн-пит чирпе шуралса кайнине тата куҫӗсем улмӑшса пӑхнине курсан, креолка вӑхӑтлӑха хӑй кӳреннине манса кайнӑ. Вара Евгений урса кайрӗ, — сӗтел ҫине сиксе хӑпартӗ те, чав-сисене аяк пӗрчисем ҫумнелле тытса, казак ҫинелле сикме хатӗрленсе тӑчӗ; ҫулӗ те шӑнӑрлӑскер, хӑй тапса сикнипе вӑл Капендюхинӑн кӑкӑр шӑммисене лапчӑтса пӑрахатчех ӗнтӗ, анчах ҫав минутрах ун патне пальтопа ҫӗлӗк тӑхӑннӑ Ларионыч ҫитсе тӑчӗ, Ситанова пӳрнепе юнарӗ те, мастерсене хуллен те ӗҫлӗн каларӗ: — Ҫенӗхе ҫӗклесе кӑлармалла ӑна, урӑлтӑр… — терӗ. Тимӗрҫӗ ҫав картинӑна пысӑк хӑма ҫине ӳкерсе тӑрмашнӑ вӑхӑтра, шуйттан ӑна чунтанах чӑрмантарма тӑрӑшнӑ: курӑнми пулса чавсинчен те тӗрткеленӗ, лаҫри вучахран ывӑҫласа илнӗ кӗлпе те сапса пӑхнӑ ҫав картина ҫине; анчах, апла пулин те, тимӗрҫӗ хӑй ӗҫне чиперех туса пӗтернӗ. Ах, каптӑрма вӑл! Унтан вара эпӗ, ҫӑлӑнас тесе, юлашки утӑм турӑм: тӗпченӗ чухне эпӗ Кореневски станицинчи пӗр казака сутрӑм. Унти вырӑн майлӑ: типӗ варсем, вӗтлӗхсем, тикӗс ҫӗр мар. — Анне, — терӗ Джемма Леноре фрау ларнӑ пӳлӗме Санинпа кӗрсе: — эпӗ хам юратнине илсе килтӗм! — «Питӗ лайӑх, тӑвансем! Ачалла хаваслӑ кулӑпа кулать Суламифь, аллисене ҫат-ҫат ҫапать. Пӑртак тӑрсан, ман умма пысӑк чинлӑ ҫын — его императорское величествӑн посолӗ пырса тӑчӗ. Ҫав приказсенче вӑл айӑплисене пӗр хӑйне ҫех тивӗҫекен ҫивчӗ те тӳрккестерех саркӑзмпа йӑлт пӗтерсе хуратчӗ, ҫакӑнтан вара офицерсем дисциплинарлӑ кирек мӗнле наказанинчен те ытларах хӑратчӗҫ. Анчах тӗлӗнмелле туйӑм пӗлес килнинчен вӑйлӑрах туйӑм, кӗвӗҫӳрен те, шиклӗхрен те вӑйлӑрах туйӑм — мана ҫакӑнтан ямарӗ. Баринов ещӗксене урипе тапкаларӗ, шӑршласа пӑхрӗ те: — Ним те мар — пӑшалсем, Ижевски заводран… — терӗ. Пуйӑс валли проводниксем кирлӗ. Икӗ каҫ та пӗр кун канмасӑр утрӑм. Сӗтел хушшине ларать — чӗнмест, сӗтел хушшинчен тухать — каллех ним те чӗнмест, ял Советӗнчен килет — чӗнмест, каллех тухса кайнӑ чух та — чӗнмест. Эпӗ пиллӗкмӗш актри кирлӗ ҫын иккен; ирӗксӗрех эпӗ пуҫ касаканӑн е чун сутаканӑн ирсӗр рольне вылятӑп-мӗн. Ачан тумтирне тӳмеленӗ, тӑвӑр галстукӗ мӑйне пӑвать. Эсир ан хӑрӑр. — Ах, ҫапла-и! Колхозпа ҫыхӑннӑ шухӑшсенчен хӑтӑлма тӑрӑшать, хӑй ӗҫленӗ цеха, тусӗсене, ӗҫне аса илет; унта ӗнтӗ халь вӑл кайнӑранпа нумай улшӑнусем пулса иртнӗ пулмалла тесе шутласан, ӑшра йывӑр пулса каять. Вӗҫне ҫитиччен тӑмалла! Хресченсем ҫапӑҫу хирӗнче хӗрес е часовни курсан, тӑшман вӑйлӑ персе тӑнӑ вӑхӑтра е атака вӑхӑтӗнче пулсан та, пурпӗрех пурте чӗркуҫлене-чӗркуҫлене ларнӑ, картечь айӗн кӗлӗ вуланӑ, чӗрӗ юлнисем вара кӗлӗ пӗтерсен ҫеҫ тӑшман ҫине тапӑннӑ. Огнянов ыттисенчен майӗпен юла пуҫларӗ. — Ҫапах та, йӑмӑкӑм, — хирӗҫлерӗ кутӑн энтомолог, — эпӗ кӑпшанкӑ курсан… Нимӗн те ман кӑмӑла каймасть, пӗтӗмӗшпех — ют… Тен, вӑл халӗ ӑна качча тухманшӑн кӑштах ӳкӗнет те пулӗ. Салтакӑн хӑйӗн термометрӗ пур. Чӑннипе калас-тӑк, унӑн пит-куҫӗ вӑрӑ-хурахсенни пекехчӗ вара: пӗчӗккӗ типшӗмрех кӑна та анлӑ хул пуҫҫиллӗскерччӗ… — Эх, турҫырлах, ӑҫта, тет, тата! — Юрать, — терӗ комендант, — кайма пултаратӑр. — Мӗн япала пулать-ха ку, Дмитрий Андреевич! — терӗ Оленина сывлӑшӗ пӳлӗннӗ Ванюш, черкеска тӑхӑннӑ Оленин Грознӑйра сутӑн илнӗ кабардин лашине утланса пилӗк сехет килнӗ хыҫҫӑн халӗ ак хӑйне панӑ хваттер картишне хавассӑн пырса кӗрет. «Кӑшт шухӑшлама вӑхӑт пар-ха», — терӗм, вӑл хӑвӑртрах пӗлесшӗн. Эпӗ ҫаврӑнтӑм та унтан аяккинерех пӑрӑнтӑм. Унтан, куҫӗсене хупса, пӑхмасӑр тепӗр хут вулать: — Словно как мать над сыновней могилой Стонет кулик над равниной цнылой… Анчах сасартӑк вӑйлӑ ҫил ҫӗкленчӗ те ман ҫӑнӑха вӗҫтерсе салатрӗ. Пит тачӑ ҫыпӑҫтарса ҫыхман пулин те, сулӑ пӗренисем пирӗншӗн ҫирӗп тӗрек пулса тӑчӗҫ. Санина кайма та вӑхӑт ҫитрӗ. Рельссемпе ҫичӗ паровоз Пуще-Водицӑра пур. Йӗнерӗсене хыватӑп та, ил. Хресченсем музыканта сырса илеҫҫӗ те, пуҫӗсене усса, тинӗс леш енчи тӑван ҫӗрне асӑнаҫҫӗ; музыканта вӑрман хӑйӗн шавӗпе пулӑшать, кӑвайтсенчи ҫулӑм, чӑшӑлтатса хӗлхем сирпӗтет. Эсӗ ӑна куратӑн-и? Алӑк хӑех уҫӑлчӗ. Вӑл халь ӗнтӗ Каса-дель-Корвӑра витере пулӗ. Базаров чарӑнса тӑчӗ, Аркадий Феничкӑна ӗлӗкрен палланӑ ҫын пекех пуҫ тайрӗ. Разметнов ун майлӑ пулчӗ, вара, иккӗленкелесе тӑнӑ хыҫҫӑн, Давыдов та килӗшрӗ. Кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Каллех лармалла пулчӗ. Унӑн кӑмӑлӗ каллех пӑлханса кайнӑ, вара вӑл, аллисене хӑтарас тесе, сасартӑк туртӑнса илнӗ. Халӗ акӑ ҫӳлӗ кӳршисем хушшинче ҫав пӗчӗк ҫурт ҫухалсах кайнӑ иккен. Петр сасартӑках шуралса кайрӗ, пысӑк та пӗр хускавсӑр суккӑр куҫӗсем тӑпах чарӑнчӗҫ. Хырӑмра ҫеҫ темскер, вӑрахӑн пӑчӑртана-пӑчӑртана ыратса килет, анчах халь вӑл ӑна питех кансӗрлемест. Халӗ вӑл тӗрлӗ ӗҫхатӗрсен ещӗкӗсене, запаслӑ мачтӑсемпе паруссене, баласт пулса тӑракан темиҫе тонна чугун болванкисене т. ыт. ҫавӑн пеккисене те корма ҫине куҫарма каларӗ. Юрату, харпӑрлӑхӑн тӗттӗм ҫӑрӑлчӑкӗнчен ирӗке тухса, пач та вӑрттӑн, улах кӗтесри, енчен еннелле пӑхкалашса, йӗрӗнсе тӑвакан мӑшкӑллӑ ҫылӑх мар, тӗнчен ҫап-ҫутӑ тӗнӗ пулса тӑрӗ. Эпӗ, ҫылӑхлӑскер, ӑна ачаш усратӑп, ҫавӑншӑн пире иксӗмӗре те лекет-ха. Пӗчӗк чӗрере темӗскер, вӑйлӑскер, вӗрискер, тапа пуҫланӑ, ҫав вӑй ашшӗ патне туртнӑ. Хӳмен шал енчи ҫӗрӗ ҫине симӗс ҫулҫӑсемпе витнӗ. Варринче сулпуҫӗпе арӑмӗн тӑпри мӑкӑрӑлса тӑрать. — Вырӑс ҫынни тырпул тума юратать. Иван Кузмич, хӑй хуҫа пулса юлнӑскер, пире чӗнсе пынӑ. Палашкӑна, эпир мӗн калаҫнине ан илттӗр тесе, ҫийӗнчех чӑлана хупса лартнӑ. Хам кӗтнӗ пек пулмарӗ, хӗрсе кайнӑ чух тупнӑ икӗ йӗркесӗр пуҫне, тем пек тӑрӑшсан та, урӑх нимӗн те тупса ҫыраймарӑм. Кукленсе лартӑм эпӗ, куҫӑма хупрӑм, аллӑма малалла тӑсрӑм, ӑна чӗтӗретес мар тесе тӑрӑшрӑм, урана ҫӗклесе выляткаларӑм, инҫетренех вӗтӗ саспаллисене уйӑрса илтӗм. Хӑй ҫавӑнтах каялла ҫаврӑнса чупрӗ. Валя кӗҫӗн ученӑй специалиста, хӑйӗнчен пӗр вӑтӑр ҫул аслӑрах сухаллӑ арҫынна, темӗнле икӗ сӑмсаллӑскерне Володьӑна чӗнме ячӗ. Эсӗ вӑл хӗре саватӑн вӗт? Эпӗ яланах ҫапла шутланӑ… Ҫапла-и? Ку вӑл, паллах, киленес ӗмӗт те мар; ку вӑл — темле урӑх япала. Пӗчӗкленсе-пӗчӗкленсе пырса, ял патӗнче вӗсем ҫуртсемпе йывӑҫсем хушшинче ҫухалаҫҫӗ, кайран хӑмӑр кӑвак инҫетлӗхре каллех ҫӗр ҫине лартса тухнӑ кӑранташ пек пӗчӗк патак пулса курӑнаҫҫӗ. Пурте шавланипе, кӑшкӑрашнипе ҫӗрлехи тӗттӗмре ним те уйӑрса илме ҫук. Урам хушшине тирпейсӗр пӑрахса хӑварнӑ урапасем пӑтрашӑва тата ытларах вӑйлатаҫҫӗ: хӑраса ӳкнӗ лашасем кӗҫӗнеҫҫӗ, пӗрне-пӗри тапаҫҫӗ, чӗвен тӑраҫҫӗ. Вӑл ача пек савӑнчӗ, хӑй Лукана лаша парнелени ҫинчен ҫеҫ мар, тата мӗншӗн парнелени ҫинчен те, тата хӑйӗн телей ҫинчен калакан ҫӗнӗ теорине пӗтӗмпех Ванюша каласа памасӑр чӑтса тӑраймарӗ. Пӗлтерӳре ҫапла ҫырнӑ: «М.С. Лось, инженер, ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗнче унпа пӗрле Марс ҫине вӗҫме кӑмӑл тӑвакансене йыхравлать. Инкек пуласси часах вӑл! Ҫӑлтӑрсемпе планетӑсене сӑнаса вӗреннӗ Риччиоли манах ҫапла ҫырнӑ: «Ангел ҫӑлтӑра шутарса пынӑ чух хӑйӗн юлташӗсем мӗнле пынине курать, вӗсемпе ҫапӑнас мар тесе, пит сыхлануллӑн ҫул тытать», — тенӗ. Юлашкинчен, ют ача каҫару ыйтса мӑкӑртатса илет, Том вара ӑна: — Ку сана ӑс парӗ-ха. Пӑрахут силленме чарӑнчӗ ӗнтӗ — шыв ҫийӗ инҫетре яка та кӑваккӑн курӑнать. Витере ҫитерсе самӑртнӑ кӳлнӗ лашан тилхепине лӑнчӑ ярсан мӗнле пулать, манӑн арӑмпа та ҫавӑн евӗрлӗ пулнӑччӗ. Ну, ҫакна калӑп эппин — ыттисенчен лайӑхрах эс… Суранланнӑ вандеец, халтан кайса, чул сарнӑ ҫул ҫине тӗшӗрӗлсе анчӗ. Суд решенийӗ епле пуласси сутлашакансем тӗрлӗ сектӑсемпе партисенче тӑнинчен килме пултарать-и? — Эпӗ, хаклӑ граждансем, хам пирки калатӑп: акӑ эпир, тӑван пиччепе, Петӗрпе пӗрле пурӑнаттӑмӑрччӗ. Тен, вӑл санран пулӑшу та ыйтмӗ, анчах эс ӑна ху сиссе ил, хӑй ыйтмасӑрах пулӑш… Мэри ӑна шыв янӑ шӑвӑҫ тазпа супӑнь татӑкӗ тыттарчӗ. Том, алӑкран тухсан, тазне пӗчӗк сак ҫине лартрӗ, унтан супӑнне шыв ӑшне чиксе кӑларчӗ те малтанхи вырӑнне хучӗ; унтан васкамасӑр ҫаннисене тавӑрчӗ, тазри шыва хуллен ҫӗр ҫинелле тӑкса ячӗ, вара кухньӑна пырса кӗчӗ те алӑк хыҫӗнче ҫакӑнса тӑракан алшӑллипе хӑйӗн питне мӗнпур вӑйӗпе сӑтӑрма пуҫларӗ. Телее Уэлдон миссис курмарӗ ҫак тискер япалана. — Мӗскер ку? Ҫил ахӑрашма тытӑннӑ вӑхӑтра ушкӑн пӗр чӑнкӑ чул хӳттинче пытанса тӑчӗ, ҫавӑнта ҫынсем кӑштах сыхланчӗҫ. Ҫав чул хӳме пулман пулсанах вӗсене юр хӳсе кайнӑ пулӗччӗ. Ун чухне негр та лайӑхрах курать. Вӑл та, таҫта каясшӑн пек, кушетка ҫинчен тӑнӑ, анчах, пӗр-икӗ самант тӑхтасан, каллех хӑй вырӑнне ларнӑ. Вӑл пӗррехинче вӗсене Вашингтон ҫинчен каласа парасшӑн пулнӑ. «Ҫамрӑк вӗренекенсем!» пуҫланӑ вӑл, анчах унӑн сасси тӗлӗнмелле янӑранипе ҫамрӑк вӗренекенсем тарса пӗтнӗ. — Эсир сывӑ, никама та пӑхӑнмастӑр, пуян; тата мӗн кирлӗ-ха? Сӑрланӑ урай хӑминче чалӑшшӑн тата тарӑн кӗрсе каякан пӗчӗкҫеҫ шӑтӑк пулнӑ. Тӑпрана пуртӑсемпе, лумсемпе, кӗреҫесемпе ҫапса тикӗслеҫҫӗ. Пуҫ ҫийӗнченех темиҫе пульӑ шӑхӑрса иртрӗ; учӗсем ҫинчен аннӑ казаксем хыҫӑмран чупнине те илтетӗп акӑ… Том чӑнах та вӑранма вӑхӑт ҫитнине туйса илчӗ. Кун пек пурнӑҫ унӑн салху кӑмӑлне ҫырлахтарчӗ пулсан та, савнӑҫ сахалтарах унта. Плантатор ответ илтме ӗлкӗриччен ун куҫӗсем Генри шлепкипе плащӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Итлесе пӑхар-ха, Петрусю, Иохим юррине. Вахтӑра тӑраканни хӑш чухне сехетшер малта ним те курӑнмарӗ, вара карап чуххӑмӑн пычӗ. Пӗвӗпе старик ҫулӗ мар, ҫапах та вӑл питӗ лайӑх, илемлӗ кӗлеткеллӗ. Арӑмӑн лаши темӗн хирӗҫрӗ, арӑм хӑрарӗ те, лашине мана парса, хӑй киле ҫуран утрӗ; эпӗ киле унтан маларах ҫитрӗм. Ҫакнашкал хӑтланусем мана тӗлӗнтереҫҫӗ, пӗртте кӑмӑла килмеҫҫӗ; эпӗ хама гимназистсенчен чылаях ҫӳлерехе хутӑм, вӗсем манпа ҫакнашкал хӑюллӑ пулма хӑймалла мар тесе шутларӑм. Дымов пӗр урипе кустӑрма ҫине пусрӗ те, михӗсене ҫыхнӑ пӑявран тытса, ҫӳлелле ҫӗкленчӗ. Вара попугай калама ҫук хӑвӑрттӑн чакӑлтатма тытӑнчӗ: — Пиастрӑсем! Василиса Егоровна упӑшки суйнине уҫҫӑнах курнӑ, анчах нимӗн те ыйтса пӗлеймессине асра тытса, ыйтма пӑрахса, Акулина Памфиловна хӑяр тӑварлама темле мел пӗлни ҫинчен калаҫса кӗрсе кайнӑ. 1835 ҫулта Николай Петрович университетран кандидат пулса вӗренсе тухнӑ. Кунта тӳрех калас пулать, ку вӑл, пирӗн ҫулпуҫ Сталин юлташ генилле сӑмахсемпе каласа панӑ пек, ҫитӗнӳсене пула пуҫ ҫаврӑнса кайни мар, ку тӳррӗнех сулахайла пӑрӑнчӑк туни, партин генеральнӑй линине хирӗҫ наступлени туни пулать. Хӗрӗн куҫӗсем шывланчӗҫ, вара вӗсем иккӗш те Липинцы ҫинчен шухӑшла пуҫларӗҫ. Ах, пьянчук! Ҫӗрӗҫ пайӗнчен мар-и? Таҫтан йытӑ сиксе тухрӗ, пирӗн умра чарӑнса тӑчӗ те, хӑрлатма тытӑнчӗ, тӗттӗмре ун куҫӗсем йӑлкӑшаҫҫӗ, эпӗ хӑранипе кукамай ҫумнелле хӗсӗнсе тӑтӑм. Вӑл ман пата вӑрттӑн пырса ҫӳренӗ тесе сӑмах сарни патша ҫуртӗнче нумай шӑв-шав кӑларнӑ. — Испани еткерӗшӗн пынӑ вӑрҫӑ ҫинчен. Жидсем ответлеме сывлӑш ҫавӑриччен малтанах Тарас Мардохайӑн ҫӗлӗкӗ айӗнчен тухса тӑракан пӗртӗн-пӗр ҫӳҫ пайӑрки ҫуккине асӑрхарӗ; паҫӑр вӑл, тирпӗйсӗррӗн курӑнатчӗ пулин те, ҫапах та ункӑсемпе усӑнса тӑратчӗ. Эпӗ хӑрамастӑп. Эпӗ йӑнӑшмарӑм иккен. Хӗнесе пӗтернӗ, хӑйӗн геройлӑхне кӑтартасшӑн пулнӑ Денни ҫапах та ури ҫине тӑма тӑрӑшнӑ. — Эсрел, шӑтарасла пӑхать, — пӑшӑлтатрӗ Гусев. Койотсемпе малтан ҫапӑҫу пулнӑ хыҫҫӑн, Тарӑ хута кӗнипе чиперех иртнӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн, вӑл пит вӑйсӑрланса кайнӑ та, унӑн ҫывӑрас килнӗ. Ывӑннӑскер, вӑл часах лӑпланса ҫывӑрса кайнӑ. Темиҫе сехет хушши ҫывӑрнӑ. Эпӗ те — ҫавӑн пиркиех. Вӑл ачана алла тытрӗ те ӑна кантӑк ҫывӑхнерех вырттарчӗ. Йӑрӑмлӑ кит патнерех ҫывхармалли самант ҫитрӗ. Эсӗ ҫав расналӑха пӗлместӗн пулсан, эпӗ пӗлетӗп, — уҫӑмлӑн та пат татса каларӗ Яков Лукич, халӗ ӗнтӗ хӑйне хӑюллӑрах тытса. Марья Ивановна кӗсйинчен хут кӑларнӑ та ӑна хӑй хутне кӗме пулнӑ палламан хӗрарӑма панӑ, лешӗ ӑна хӑй ӑшӗнче вулама тытӑннӑ. Ҫакӑнта Гленарван хӑйне кирлӗ хыпарсене илме пултаратчӗ, анчах ун пеккине Тандиль ялӗнче шырасан тӗрӗсрех пулать. Ҫавӑнпа ҫулҫӳревҫӗсем фермӑсенче чарӑнса тӑмарӗҫ. — Сана пула ҫеҫ эпӗ ҫапла урнӑ пек пулма пултаратӑп. Джон-Мангльс капитан майне пӗлсе ӗҫлет, тем те, тем те шухӑшласа тупать, ҫавӑнпа та Клайд заливӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран «Дункан» инҫетри тинӗссене ишсе тухмашкӑн хатӗр пулчӗ: кӑмрӑк ҫителӗклӗ, нӳхрепсенче ҫителӗклӗ тарӑн ҫимӗҫсем пур. Ҫил лӑпланнӑччӗ. Айкига савӑннипе кӑшт ҫеҫ ӑнран кайман, анчах вӑл ачашланине Киш ҫитӗнсе ҫитнӗ ҫын пек йышӑннӑ та: — Мӗн те пулин ҫимелли хатӗрле-ха анне, апат тусанах ҫывӑрма выртас тетӗп, ытла ывӑнса ҫитрӗм, — тенӗ вӑл. Шыв ҫаплах ҫук. Гальцин князь хӑрах аллипе Калугина, тепринпе штабс-капитана хулран ҫавӑтрӗ, капла туни штабс-капитан кӑмӑлне каясса малтанах, ҫавӑтичченех чухласа илчӗ вӑл, ку вара чӑн та ҫапла пулчӗ. Анчах тепӗр кунне ҫерҫисем вӗҫсе пырсан, танкист, ыратнӑ пирки пит-куҫне пӗркелентерсе, кайӑксем тӑрмашнине курма койка ҫине тӑрса ларчӗ. Юлашкинчен, малтан кайнӑ чӗрчунсем ҫапах та чарӑнчӗҫ, вара кӗтӳ пуҫӗ, ҫурӑмӗпе йывӑҫ вулли ҫине тапӑнса кӗрешӗве хатӗрленсе тӑчӗ. — Нивушлӗ эсӗ ман пата унӑн кӑмӑлне каласа кӑтартассишӗнех чупса килтӗн? — Халл капитан ҫут тӗнчере ҫук ӗнтӗ. Эпӗ луччӗ ыран ирхине килеп. Король Европӑра общество стройӗпе интересленет. — Аптӑрамаллах мар, анчах Скворцова чӑтса ирттерме тӳр килчӗ, ӗнер тата пӗр станок юсарӑмӑр. Вӗсем сӗрӗмпе хуралса ларнӑ таса мар хупаха пырса кӗчӗҫ. Челкаш, буфет умне пырса, ялан ҫӳресе паллашнӑ ҫын сассипе бутылка эрех, купӑста яшки, ӑшаланӑ аш тата чей пама ыйтрӗ. Мӗн кирлине каласа пӗтерсен, буфетчика кӗскен: «пӗтӗмпех кивҫенле!» тесе хучӗ. Кун тахҫанах ҫутӑлнӑ пулин те, сӗтел ҫинче ҫунакан лампа ларнине куртӑм. Алӑк уҫӑлчӗ, шалтан темле ҫын пӗшкӗнкелесе тухрӗ. — Эсир манпа калаҫасшӑн-и, Айртон? — терӗ Гленарван. Ҫакӑн пек тепӗр минут сӑмахланӑ пулсанах нумая тӑсӑлнӑ хирӗҫӳ сӳнме пултарнӑ пулӗччӗ. Любочка апла марччӗ, питӗ хаваслӑччӗ, апат ҫинӗ вӑхӑтра хӑй питӗ ырӑ хыпар пӗлни, анчах ӑна никама та пӗлтерес ҫукки ҫинчен каларӗ. Сӑмах май калас-тӑк, казаксене ӗлӗк те, патша вӑхӑтӗнче, атамансем те ытлашши кӑшкӑрман — стариксене кӳрентересрен хӑранӑ. Тем пек харсӑрланса пырсан та пӗчӗк отряд йӑлтах халран кайрӗ. Авӑ ҫывӑхрах така тирӗнчен ҫӗлетнӗ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ хресчен плуг хыҫҫӑн ҫӳрет. Гобуна аса илсе, вӑл кӗлтунӑ пекех шухӑшларӗ: — Пӗр эпӗ кӑна мар ҫӗнӗрен пуҫласа пурӑнатӑп пулмалла! Унӑн гарпун ывӑтмалла, гарпун ҫумне ҫыхнӑ вӑрӑм вӗрен мӗнле сӳтӗлнине асӑрхамалла, унтан, юлашкинчен, аманнӑ кита, вӑл чӑмса океан ҫине каялла тухсан, тепӗр гарпунпа вӗлермелле. Кӑна ахаль ирттерсе ярсан, сана ухмаха хурса, пурте кулма тытӑнӗҫ. Шоферпа унӑн помощникӗ бортсене уҫса япалисене пушатма тытӑнчӗҫ, Ольга вара террасӑн кӗленче алӑкне уҫса хатӗрлерӗ. — Иван Павлыч, вӑл ҫапах та Катьӑна калаҫтарса ҫавӑрайман вӗт, тӗрӗс мар-и? Буфет хыҫӗнче хӗр тӑрать, пӗр вунсаккӑртаччӗ пулӗ, — пӗлетӗр-и, темле илемлӗ мар, чечче шатриллӗ, анчах вӑр-вар, тӗм-хура куҫлӑ, кулли ҫав тери лайӑх, пӗр сӑмахла каласан, питӗ кӑмӑллӑскер. Эпӗ ӑнланатӑп, — санӑн урӑхла тума юрамасть — юлташсем валли вӑл… Юлашки хут вӑл ҫӗнӗ ҫул умӗн вӑйлӑ чирленӗччӗ. Хуть хӑна пӳлӗмне хӑвӑртрах пырӑр, Мими сире ҫав тери курасшӑн, — кӑшкӑрчӗ алӑк хыҫӗнчен Любочка. Вӑл хӑй ҫакнашкал пурнӑҫ патне епле ҫитсе ҫапӑнни ҫинчен хӑех каласа патӑр. Эпӗ сана киле кай тесе каламарӑм-и вара? Вӑл ӑҫта чупнине никам та пӗлес ҫук. Чаплӑ трагиксем Лондонри Друри Лейн театрӗнчи Дэвид Гаррик Кӗҫӗнни, Король тетарӗнчи Эдмунд Кин Асли, Европӑри Корольсен Театрӗсенчи Уайтчепел, Пуддинг Лэйн, ПикадиллиШекспирӑн чаплӑран та чаплӑ спектаклӗнче выляҫҫӗ «Ромеопа Джульетта»!!! Акӑ коридор тӑрӑх тупӑк ҫӗклесе пыраҫҫӗ, тупӑк патӗнчен аллисене хут тытнӑ хуралҫӑсем ирте-ирте каяҫҫӗ, виле илсе пынине никам та курмасть, курасшӑн та мар. Ку ҫӗршывран хӑйӗн тусӗсемсӗрех каяс мар тесе, вӑл ҫавӑнта кӗрсе пытанма шутланӑ. Ҫак ҫын вилни пире пӗрре те тӗлӗнтермерӗ, ним пулман-иртмен тейӗн ҫав. Фургона эпӗ юриех Сноуи лачакине илсе кӗтӗм. Линейка ҫинче ларакансене пурне те тӗлӗнтерес тесе, эпӗ кӑштах каярах юлтӑм, унтан тапкаласа, пиҫӗ хулӑпа ҫапкаласа лашана вирлӗрех чуптарма пуҫларӑм, ирӗклӗн-кӗрнеклӗн лартӑм та вӗсем тӗлӗнчен, Катенька ларнӑ енчен, ҫавраҫил пек вӗҫтерсе иртме шутларӑм. — А! Вӑл кулкаланӑ пек пулчӗ те ҫапла ответлерӗ: — Эпӗ — хӗр пек, кукамай пулатӑп-тӑк, хам ҫинчен каласа парӑп, халӗ эсӗ тӑхта-ха. Ҫак шухӑш юнпа пӗрле часах пуҫне ҫитсе ҫапрӗ. — Сӑвӑссем вӑрманта тем чухлех. Поварсем пуҫӗсене каҫӑртса, вӗлерет-и е вӗлермест-и тенӗ пек, лӑпкӑн ҫӳлелле пӑхса тӑраҫҫӗ. Сема амӑшӗ управдомран хӑрать, ҫавӑнпа та эпӗ «малтанхи хут каҫ выртмаллисене» хампа пӗрле илсе тухса каятӑп, каҫ кӳлӗм каллех илсе килетӗп. Хама хам эпӗ халь ҫеҫ килсе ҫитнӗ пек кӑтартма тӑрӑшатӑп ӗнтӗ. Мӗн те пулин пуласран, аллине вӑхӑтра ярса тытма май пултӑр тесе, эпӗ Макар патне ҫывӑхарах куҫса ларатӑп, фельдшер вара пачах урӑхла: унран аяккарах сикет, ӗнтӗ алӑк ҫине пӑхкалать, хӑй шикленерех такӑна-такӑна: «Ҫу-у-ук, тур сыхлар, тӑхӑнтартса курман. Кунта инҫе мар. — Мӗншӗн тесен… Мӗншӗн тесессӗн эсӗ мана качча илетӗн вӗт-ха, вара, паллах, пирӗн пурнӑҫӑмӑр та пӗр пекех пулать. Ҫӗр каҫма лапсӑркка туратлӑ ватӑ чӑрӑш айне вырнаҫрӗ те ҫырла ҫирӗ, йывӑҫ хупписене тата йӗкел вӑррисене чӑмларӗ. Аран-аран, асаилӳ пек ҫеҫ палӑракан кайӑк тути ӑна кӑшт ҫеҫ ухмаха ертсе яратчӗ. Хӑйӗн протезӗпе кӗмсӗртетсе, Воропаев пукан ҫине вырнаҫса ларчӗ. Сывлӑш ҫав тери уҫӑ, вӑл тем ӗҫнӗ пекех ӳсӗртсе, пуҫа ҫавӑрса ярать, ҫав вӑхӑтрах вӑл таса пулнипе, ун витӗр пур япаласем те калама ҫук ҫывӑх пек курӑнаҫҫӗ, алла тӑссассӑнах ватӑ Кремль стенисене те, Иван Великий чиркӗвӗн тӑррине те, шыв урлӑ ҫакӑнса тӑракан сӗвек авӑнчӑклӑ мӑн кӗпере те тытса пӑхма пулассӑнах туйӑнать. — Акӑ мӗн. Пирӗн патӑрта юл ҫӗр каҫма. Ромашка ун умне сиксе тӑчӗ те пулӑша пуҫларӗ, анчах Николай Антоныч каллех ун аллине тӗксе ячӗ. Ҫак пӗчӗкҫӗ хӗрлӗ тутасем, — чуп тусах илес килет-ҫке вӗсене! — вӗсен таса янӑравлӑ сассисем шӑпах халь ун шӑпине татса параҫҫӗ. — Эсир, паллах, аван пӗлетӗр. Анчах эсир ҫеҫ мар ун пек вӑлтана лекетӗр. Питӗ чыссӑр вӑхӑтра пулнӑччӗ эпӗ. — Пӗлетӗн-и, ӗҫ мӗнле пулчӗ. — Стромболи, — терӗ те кӗтӳҫӗ ачи, Ганс аллинчен вӗҫерӗнсе хир тӑрӑх, оливка пахчи витӗр тара пачӗ. Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет. Тӗмере, ҫула картласа тӑнӑ пек, ҫил арманӗ хӑйӗн ҫуначӗсене аяккалла сарса ларать. Ытти ачасем пирӗн, пурте тенӗ пекех, слесарьсем, шоферсем пулнӑ. — Уншӑн ӗҫ тӑмӗ! — тесе тавӑрчӗ те капитан — тепӗр пӳлӗме тухса кайрӗ. Вӑл хӑйӗн чунне пайламасть: ку — туррӑн, ку — этемӗн, темест… Темиҫе хут пӑшал печӗҫ. Вара вӑл выртмӑшӗнчен тӑрса анчӗ, туфлине урисемпе чӑштӑртаттарса тӑхӑнчӗ, ҫара хул пуҫҫисем ҫине халат уртрӗ те ваннӑя кайрӗ, ҫӳҫне пӗтӗрсе ҫыхса хурса бассейналла мрамор пусмапа анма пуҫларӗ. — Ман шутпа, старик питӗ тӗрӗс каларӗ, ҫавӑнпа та ун ҫинчен калаҫма та интереслӗ мар. Ху мӗн шухӑшлама пултарни ҫинчен вӗсем мӗн шухӑшлани пирки шухӑшла эсӗ… пӗр сӑмахпа каласан, — хушса хучӗ вӑл, хӑйӗн шухӑшӗсем арпашӑннине туйса илсе, — ун ҫинчен пӗртте шутламасан питӗ лайӑх пулать. Унпа ӗҫ уҫӑмлӑрах пырать. Сирӗнтен ыйтам-ха эпӗ: мӗншӗн усал? «Тата пӗр виҫӗ-тӑватӑ кунтан почта парохочӗ килӗ-и, тен, — терӗ мана комендант, — ун чухне курӑпӑр». Анчах ҫавӑнтах вӑл уйӑх хӑпарнӑ пирки ҫанталӑк ҫуталсарах кайнине астуса илнӗ. Никита ӑна хирӗҫ:— Ӗҫ нумай, — терӗ те, васкасах аяккалла пӑрӑнса кайрӗ. Ку, паллах, ӗнтӗ, хӗвел пӗлӗт хыҫне пытаннине пӗлтермест. — Мӗншӗн ман сылтӑмалла каймалла-ха? Судья килсен пӗтӗмпех каласа парӑп тесе ӳкӗте кӗртрӗм-кӗртрӗмех ӑна, Петьӑна вара хӑй ҫинчен калаттартӑмӑрах. Чӗрне вӗҫҫӗн Лось сентре патне пырса тӑчӗ те кӗнекесене уҫа-уҫа тишкерме пуҫларӗ. Ӑна ҫав ҫылӑхлӑ ӗҫе мӗн ҫыхлантарнине турӑ ҫеҫ пӗлет. Ҫавӑн хыҫҫӑнах хуллен ыйтрӗ: — Паша ман ҫинчен калаҫатчӗ-и вара? «Мӗнле те пулсан ырӑ мар хыпар илтнӗ пулас вӑл», тесе шухӑшласа илчӗ Артур, Монтанеллин питех те салхуланнӑ пичӗ-куҫӗ ҫине пӑхса. Малтан сире пурне те пӗтерсе хуратӑп, вара кайран хам та расхута ухӑп! — Эсир вӗсене ҫухатман-и? Ҫавӑнпа та вӗсем, хӑйсен сехӗрлевне эрехпе путарса, тапкаланнӑ, ахӑрашнӑ, ӗренкӗсӗр ӗҫсем тунӑ, ухмахланнӑ, шавланӑ, анчах ҫапах та хӑйсем нихҫан та савӑнӑҫ туйман. Тути хӗрри чӗтресрен амӑшӗ ӑна ҫирӗппӗн пӑчӑртаса лартрӗ, куҫӗ макӑрасран — ӑна хыттӑн хупрӗ. Эпир кунта килнӗренпе Венецие лайӑххӑн кураймарӑмӑр вӗт-ха. Ӗҫми-ҫимине акӑш-макӑш тутлӑ пӗҫереҫҫӗ, сӗтел тулли лартса параҫҫӗ! Таркӑнсем икӗ хут чӗнтерсе тӑмарӗҫ, ҫулпуҫӗн ӗмӗр ҫывӑрмалли килӗнче хӑйсен пирвайхи ирхи апатне тума ларчӗҫ. Мӗн вӑл маншӑн голова? Халӗ вӑл шуррисене Фушер вӑрманне хӑваласа кӗртсе, ҫавӑрса илме тӑрӑшать. Ун пеккисене ҫырма Косенкин ӑста. Кунӗ тӗтреллӗ тӑни тата кӑнтӑр-хӗвеланӑҫӗнчен нӳрӗ ҫил вӑштӑртатни часах ҫумӑр пуласса пӗлтерет. Арабсене тапӑнма засада туни Хытӑ пӗҫертрӗ мана паян ирхине ватӑ Уотсон мисс ҫи-пуҫа вараланӑшӑн. Юлашкинчен, вӑл хутаҫне ҫӗре хурса тӳрленсе ларнӑ та, каланӑ: — Арҫын ача валли ят шыраса тупма йывӑррине эпир пурте пӗлетпӗр. Сана эпир хуҫалӑх заведующийӗ туса лартма шухӑшлатпӑр. Ҫав вӑхӑтра partie de рlaisir кӑштах пӑчланса лармарӗ: Николай Артемьевич Мускавран кӑмӑлсарланса таврӑнчӗ (вӑл халь те Августина Христиановнӑна ҫиленнӗ-ха), хӑйне мӗншӗн чӗннине пӗлсен, вӗсемпе пымасси ҫинчен татӑклӑнах пӗлтерчӗ; — Ну, ӑҫта хунӑ, апла пулсан, ӑна? Кам пур ун умӗнче? Мӗн тума хушнине Мюльреди часах пурнӑҫларӗ. Ҫак хута, Карл Иваныч ун урлӑ парнесем пама тӑкакланӑ мӗнпур укҫишӗн тата хӑйне пама пулнӑ парнешӗн те тӳлеме ыйтса ҫырнӑскере, вуласан, кирек кам та: Карл Иваныч чунсӑр, пӗр хӑйне кӑна юратакан, укҫашӑн ҫунакан ҫын, урӑх никам та мар, тесе шутлӗ, — анчах вӑл йӑнӑшать. Анчах тапӑнуҫӑсен йӑтӑнса аннӑ юхӑмӗ салтаксене те, хӑрушӑ машинӑсене те таптаса лапчӑтрӗ. Унӑн пӗчӗк, илемлӗ кӗлеткеллӗ арӑмӗ, ахаль йышши тӗксӗм кӗпе тӑхӑннӑскер, таптаса ҫемҫетнӗ хӑйӑр тӑрӑх ҫӑмӑллӑн утать, утнӑ май хӑйӗн куҫлӑхне пӗрмай тутӑрпа шӑлкаласа пырать. Вӑл хӑйпе юнашар пыракан самӑр Наталья сумӗнче ялти учительница пек курӑнать. Наталья хура пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ, хулпуҫҫисене те, ҫаннисене те тӑрӑхла шӑрҫасемпе илемлетнӗ вӑрӑм кӗпе — тальма тӑхӑннӑ, хура-кӑвак калпакӗ унӑн кӑпӑшка хӗрлӗрех ҫӳҫне илемлӗн витсе тӑрать. — Хитреленсех пырать сан арӑму. Петр нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл ларчӗ, кулать, витрисене ҫӗклерӗ те каллех чупса кайрӗ. Шӑп лар, Гек, пӗр сасӑ та ан кӑлар. Ҫамрӑк креолка вара юри хавасланнӑ пек пулса, Ҫӗнӗ Орлеанта юрлакан вальса юрласа, пусма патнелле утрӗ. Тухтӑр ҫавӑнтах алӑк уҫрӗ. Окунев ӑна театр алӑкӗ умӗнче хӑваласа ҫитрӗ. — Ӗненетӗп! Ку шыва ҫӗр айӗнче сакӑр километр тарӑнӑшӗнче тупрӑмӑр вӗт. Джусти килӗшмӗ — унӑн ахаль те ӗҫ нумай. Кусем вӗсем вӗренекен ачасен черновой тетрачӗсем, кӑранташпа ҫырнӑскерсем. Вуласа кӑларма та ҫук вӗсене. Хӑйӗн «ишакне» мӗнпур хӑвӑртлӑхпа ярса, Алексей тӑшман ҫине айӑкран пырса тапӑнчӗ. Анчах кун пек пуласси вӗсене хӑратмарӗ, мӗншӗн тесен Анатри Гвинея колонийӗсенче те вӗсем хӑйсене Сан-Паулу-ди-Луандӑри пекех пулӑшасса шанчӗҫ. Александр Сергеич Пушкин.. — Каялла! Каялла килӗр, унсӑрӑн халех персе пӑрахатӑп! — кӑшкӑрса ячӗ Огнянов, пӑшалӗпе вӗсене тӗллесе. — Лайӑх илтетӗн, йытӑ пекех, — вӑл пирӗн ҫине ҫӑварне карсах пӑхса тӑракан Саньӑна куҫ хӗсрӗ. Тепӗр ирхине, палуба ҫине тухсан, вӗсене пӗр япала тӗлӗнтерчӗ: малта, уҫӑ тинӗсре, хумсем ҫинче тем сиккелет; пӑрахут ун ҫывӑхне пырсан вӑл пысӑк хӗрлӗ пичӗке пулни палӑрчӗ, ун хыҫӗнче тепри курӑнать, ун хыҫӗнче — виҫҫӗмӗш, тӑваттӑмӗш… Мӗн ҫинчен шухӑшлать вӑл? Пӑтти, вӑл ачасем валлискер, ӑна юрӑхлӑ ӗнтӗ. Вӗсем иккӗшӗ те вырнаҫрӗҫ те, король сӑмахне пуҫларӗ: — Ну, мӗн каласшӑн эсӗ? Мӗнле майпа килсе лекнӗ вӑл кунта? Вӑл сӗтел хушшине ларса чавсаланчӗ те, пуҫне аллисемпе пӑчӑртаса: — Ҫав тери шел Изота… — терӗ. Ытах та пеме шухӑшлатӑн пулсан, пӗрех ӗҫӳ тухаймӗ, ӗлкӗрейместӗн. — Вӗсем унта! — тесе ячӗ те Джон Мангльс gastrolium чӑтлӑхнелле сирпӗнтерсе кӗчӗ. Ку ҫынсем, терӗм малалла, королевствӑн илемӗпе тӗрекӗ пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсем хӑйсен чаплӑ аслашшӗсен тивӗҫлӗ йӑхӗсем пулаҫҫӗ, лешсем хӑйсен паттӑрлӑхӗпе тупнӑ пур чапсемпе те пӗр улшӑнусӑр усӑ курса пурӑнаҫҫӗ. Кепкине пусса лартрӗ, витӗр нафталин шӑрши ҫапнӑ кулак тӑлӑпӗн ҫухине тӑратрӗ, папкине ҫыхнӑ май: — Тӗрлӗрен манашкӑсем сӗтӗрӗнсе ҫӳреҫҫӗ, пирӗн ҫинчен темӗн те пӗр лӗпӗртетеҫҫӗ, — хӗрарӑмсене, карчӑксене пире хирӗҫ тӑратаҫҫӗ. Исправник хӑраса ӳкрӗ, пуҫне тайрӗ те, именчӗклӗн кулса, тытӑнчӑклӑрах сассипе аранах:— Тӑрӑшӑпӑр, ваше превосходительство, — терӗ. Ну, ҫав вӑл манӑн пӑрахут… Кирюха, Вася тата Степка, сиксе тӑрса, кашӑк шырама чупрӗҫ, Емельян вара Пантелей ҫине тархасласа ыйтуллӑн пӑхма тытӑнчӗ. Вӑл вӗсене сиен кӳмен, анчах ҫумне пырса та ачашланман. Вӗсем кашниех калаҫнӑ чух, сайра-хутра хӑйсен ҫемйинчи хуйхи ҫинчен калаҫмалла пулнӑ чух та темле пит асӑрханса калаҫаҫҫӗ. Лешӗ ӑна улах ҫӗрте пӗччен вуласа тухнӑ та, ҫураҫнӑ хӗрӗ ҫавӑн пек уҫҫӑн татса каланипе хӑнк та сикмен. — Хамӑр кирек мӗн ҫинчен те пӗр-пӗрне ним пытармасӑр калама сӑмах татнине эпӗ манман-ха, ҫавӑнпа тӳррипех калатӑп. — Ҫавӑрӑр каялла. — Тавах сире, темӗн ӗҫесех килмест-ха. Ҫыран хӗррине сиксе ансан, чӑтма ҫук пӗҫертекен хӗвелрен сыхлас тесе, шлепке айне пурҫӑн тутӑра хутӑм та, мӗнпур вӑйпа чупрӑм. Манӑн кашни алӑрах пӗрер авӑрланӑ пистолет. — Мӗншӗн? Хама кирек хӑҫан та кулӑшла туйӑнакан урам ячӗ те халӗ маншӑн темӗне тӑракан пулчӗ, Катя урамӗ тенӗ пек… Петька яланах пушӑ марччӗ: вӑл «китаецсен пирусне сутатчӗ» — ҫапла калатчӗҫ пирӗн хулара ҫак йывӑр ӗҫе. Тӑрантарасса тӑрантармасть, анчах ал-урана ҫыхса лартать. Вӑл чӳречене уҫса ячӗ. Пулӑшнӑ вӑл, пулӑшнӑ… Джим: «Урӑх пыраймастӑп пуль, — тет, вӑл ҫав тери хӑрать, — вӑй та ҫук, халтан кайрӑм», — тет. — Ухмах! — Мӗн ятлӑ эсӗ? — чылайччен тӑнӑ хыҫҫӑн ыйтрӗ Егорушка. Пузыревскин отрядне вӑл пӗр тытӑнса тӑмасӑрах строительство ҫывӑхне куҫартӑр. Игнат ӗнтӗ унӑн сӑн-пичӗ тӑрӑх лайӑх ӑнланнӑ: арӑмӗ те ун — вӑйлӑскер иккен, тискер кайӑках, кӑмӑлӗ ҫавӑрӑнмасан, — вӗлериччен хӗне ӑна, пурӗпӗр ҫывӑха ярас ҫук. Корона — Хӗвел атмосферин ҫиелти сийӗ. Ҫӗнӗ Зеладине уҫсан, вӑл Ҫӗнӗ Голландин ҫыранӗсем патне ишсе килнӗ те пӗр заливра якӑр ярса ларнӑ. Самӑр судья пуҫне асли патне пӗшкӗртсе темскер пӑшӑлтатса илчӗ. 3. барон йӳле янӑ сюртукпа жилет тӑхӑннӑ, вӑл хӑйӗн хӑнисене ашшӗ-амӑшӗн пысӑк мар ҫуртӗнчи залра хӑна пӳлӗмӗнче кӗтсе илет, вечер ирттерме ҫак параднӑй пӳлӗмсене ӑна ашшӗ-амӑшӗ пӗр каҫлӑха пама килӗшнӗ. Сире те, сирӗн туссене те ҫакӑнтан кайма пит хытӑ ыйтатӑп. Гвоздев кӑштӑртатакан хӑмӑшсем хушшинче пӗр вӑхӑт ним хускалмасӑр тӑнӑ, унтан ҫаврӑннӑ та хӑйне боецсем кӗтнӗ вӑрман еннелле утнӑ. — «Эпӗ вӗсен тарҫи», — тет. — Кам? — ыйтрӗ кил хуҫи ыйхӑллӑ сасӑпа. Мӗнпур хулипе пӗр йӗркеллӗ ҫын хупас ҫук, аптранӑ енне, хаҫатҫӑсемпе паллашрӑм ӗнер… — Э-э, ку пума текен кайӑка тытнӑ вӑхӑтра пулчӗ. Ман сӑмах ҫирӗп иккенне хӑвах лайӑх пӗлетӗн. — Мӗнле тусан лайӑхрах пулассине эсӗ ӗнтӗ хӑв шутласа туп, Олеся. Ох, ма эпӗ кунта килтӗм-ши! — Эпир ӗнӗк шӑрши пуррине туятпӑр пулсан, вут ҫутине курмастпӑр, — терӗ вӑл. Чирлесе ӳкнӗренпе вӑл мана та ачашласа пӑхма пуҫларӗ, Саньӑна юратнӑ пекех юратма тытӑнчӗ темелле. Аван ӗҫ. Манма мар, вӑл ҫавӑнтах лашасене шӑварса вӗсене чи лайӑх та шултӑра тулӑ пама хушрӗ, пӳртне вара тӗрлӗ ӗҫсенчен пушансан тин ӗшеннӗ пек пулса кӗчӗ. — Тух, эпӗ тумланатӑп. — Ну, апла пулсан, сирӗн хушӑра эпӗ чи кӗҫӗнни, Ковровран та кӗҫӗнреххи, — терӗ ӑна Воропаев, — мӗншӗн тесен манӑн хӑрах ура ҫук, ку ӗнтӗ, паллах, нимӗнех те мар, виҫӗ аяк пӗрчи ҫук, ку та нимех те мар, ӳпкере пӗртте кирлӗ мар шӑтӑк пур тата кӗлеткене те темиҫе ҫӗртен шӑтарнӑ — чӑн та ниме тӑман япала. Ачасем ватӑ сунарҫӑпа ҫапла хӑтланни Оленина тӗлӗнтерчӗ, унтан та ытларах вӑл ҫав Ерошка мучи тесе чӗнекен ҫыннӑн таҫтанах палӑрса тӑракан ӑслӑ пит-куҫӗнчен тата тӗреклӗ пӗвӗ-сийӗнчен тӗлӗнчӗ. Кашни ачиех:«Пӑх-ха, пӗри хӑлхасӑр-чӗлхесӗр старик, испанец, иккен, юлашки вӑхӑтра ӑна пирӗн хулара ҫынсем икӗ хут е виҫӗ хут куркаланӑччӗ, теприне вара эпӗ нихҫан та курман», — тесе шутларӗҫ. Вӗсем халӗ ӗнтӗ мирлӗн калаҫма пуҫларӗҫ, чӑрсӑр Устин кӑштах сивӗнсе пычӗ, унӑн тути ҫинче, яланхи пекех, йӗкӗлтевлӗ кулӑ та палӑрчӗ. Вӑл станца пуҫлӑхӗн пӳлӗмнех кӗрсе ларнӑ, унпа тата унӑн хӗрӗпе савӑклӑ калаҫма тытӑннӑ. — Уйде, уйде, уйде! Вара вӑйӑ пуҫланса карӗ! — Вӗсем ирӗксӗртен каллех колхоза кӗреҫҫӗ пулсан, мӗн шуйттанӗ тума кирлӗ унашкал фонд? Кӑларса ывӑтса памалла вӗсене!… Марко арӑмӗ пӳртрен картишне тухрӗ. — Ку мӗнле сӑмах тата?.. Мускавра ертсе пыракан центрта пулнӑ тӑватӑ ҫынна кӑна тытса хупайман, вӗсем тӗрлӗ майпа ют ҫӗршыва тухса тарнӑ. Тулта ӗҫе чӗнекен сасӑ ҫирӗппӗн ӳхӗрет. Манӑн вӗсем мӗнле майпа пысӑк чин илсе питех те пуйса кайни ҫинчен те ҫав тери пӗлес килчӗ. Атте тӗрӗс те калать пулас ҫав, вӑл мана: эсӗ йытӑсемпе кушаксене кӑна юрататӑн, тесе ӳпкелешет. — Вӗсемшӗн мӗн чухлӗ юн юхтартӑмӑр, ҫапах та вӗсем хӑйсен пурнӑҫне юсаса яраяс ҫук… Вӑл асӑрхаттарнине Инсаров шута илме пулчӗ. Ҫынсем, ял Советӗнче ӗҫлекенсем ан асӑрхаччӑр тесе, Борщев патне ҫуртсен хыҫӗсемпе, анкартисем урлӑ пӗрерӗн-икшерӗн кӑна ҫӳреме пуҫларӗҫ. Анчах тахҫан ҫав вырӑнсенче Татаринов капитан иртнӗ те, ун йӗрӗпе эпӗ хам асӑмра пин хут та иртнӗ. Каялла-и? Ҫавӑ Леона хӗрринчи сеттльментре ҫеҫ мар, инҫетерех вырӑнсенче те хӗрӳллӗн сӳтсе-явмалли япала пулса тӑнӑ. Вӑл халех макӑрса ярассӑн туйӑнать. — Мм… аҫупа туслӑ пурӑннӑ тивӗҫпе пулӑшсан кӑна?.. Хӑна ҫуртӗнче эпир пурте пысӑк пӳлӗме кӗтӗмӗр та ҫутса, леш паян килнӗ икӗ ҫынна чӗнтӗмӗр. Унтан, эрех ӗҫес килнине пусарсан, вӗсем юншӑн антӑхнине те пусарӗҫ. Тискер ҫынсен ку туйӑм питех те вӑйлӑ. Вӗсем хӗресленнӗ тӗлте, ҫавра уҫланкӑсенче, хӑйӑр чулӗнчен тунӑ мӑкланнӑ, тахҫанхи-тахҫанхи, — хӑшӗ-пӗри катӑлнӑ, — пысӑк статуйӑсем лараҫҫӗ. Катенька пуринчен те ытларах хӗрелсе кайрӗ; Луизӑн хӑйӗн вӑрттӑн шухӑшне хӗрарӑм чурине те пӗлтерес килмен. — Ҫил-и? Вӑл лаша хырӑмӗнчен ура кӗлисемпе тапкаласа пӗр вырӑнта тапӑртаттарнӑ. Эпӗ ӑна тӑхӑнса ярсанах Мавра хӑраса ӳкнипе кӑшкӑрса ячӗ. Тата вӑл хӑй пуҫӗнчен шухӑшласа кӑларнӑ сӑвва наборланӑ — виҫӗ куплет, чуна пырса тивекен хурлӑхлӑ сӑвӑ, ак ҫапла пуҫланать вӑл: «Чунсӑр сивӗ тӗнче, аркат эс ман аманнӑ чӗрене!» Наборланӑ та пичетлеме хатӗрлесе хӑварнӑ, уншӑн нимӗн те илмен. Кил хуҫи арӑмӗ калаҫма юратман, салху хӗрарӑм пулчӗ. — Ярцев каллех хыткан купарчине тӗксе ватӑ йытӑ пек ларсан вара, Олейник хыттӑнах ыйтрӗ: — Ну? Ко-ра6лев куҫкӗски умне тӑрса мӑйӑхне туранӑ чух е кар-чӑк хутне кӗресшӗн пулнӑ чух, Марья Васильевна хӑш-пӗр чухне кулкаласа та илетчӗ. Фелим хӑй хӑраса курнӑ тата вӗриленсе хӑтланнӑ хыҫҫӑн юсанма ӗлкӗрнӗ. Анчах Исидорӑна пуринчен ытла ҫырӑвӗ ҫухални кӳрентерчӗ. Саламандрӑсӑр пуҫне, кун пек ҫутӑра никамӑн куҫӗ те лайӑх курма пултарайман пулӗ. Тата ача пулсан?.. Том ӑна епле ҫавӑрса хӑтланни ҫинчен, тата, ҫутӑ кӑвак кун ҫутине курсан, Бекки хӗпӗртенипе кӑштах вилсе кайманни ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Ах, шуйттан пуҫӗ, Трофим! Спусковой механизм ӗҫлеми пулнӑ иккен. Ун хыҫӗнче шӑппӑн калаҫса илчӗҫ: — Ҫар хулана кӗрет пулас. Нагульнов ӑна сиввӗнрех сывлӑх сунчӗ те ҫавнашкалах сиввӗн каларӗ: — Эсӗ мӗн, Ҫемен, юлашки кунсенче килте пурӑнмастӑн: станицӑна кайса килтӗн, унтан — окружкома… Пӳлӗме халӑх пуҫтарӑнма пуҫларӗ, Давыдов вара организацилле ӗҫ пайӗн пуҫлӑхӗ патне тухса кайрӗ. Ҫав ку туннель питех тӳрем анса пычӗ. Половцев алӑк ҫинелле кӑтартрӗ. Хак ӳсрӗ. Паян вӗсем хурӑнлӑх вӑрманӗпе таҫта ҫитичченех кӗрсе кайнӑ, ҫӳллӗ курӑксемпе витӗнсе выртакан ҫӗрсенче кана-кана ҫӳренӗ; тепӗр кунӗнче Бенломонӑн чӑнкӑ тайлӑмӗсемпе таҫта ҫитичченех хӑпарса каясшӑн, е тата юналутпа ҫын ҫӳремен сукмаксемпе инҫе-инҫе кайса, хӑйсен тӑван ҫӗршывӗн илемлӗхӗпе хӗпӗртесе хавхаланаҫҫӗ. Шлюпка сулахай бортри крамбол патне пырса чарӑнчӗ. — Тупнӑ! «Юханшыв леш енне каҫса килес пулать, мӗн тӑваҫҫӗ унта», — терӗм эпӗ Джима. Геройӗ хӑй ҫакӑнтах, юнашарах ҫывӑрман пулсан, унӑн протезӗсем те урайӗнче выртман, пуҫланакан кун ҫутинче курӑнман пулсан, ҫак пӗтӗм истори юмах пек туйӑнма пултарнӑ… … — Параҫҫех. Мана ҫырмасан та пултаратӑр, ман чӗрене ыраттарассинчен ан хӑрӑр ӗнтӗ малашне, хӑвӑра хӑвӑр ман умра айӑплӑ ҫын пек те ан туйӑр. Ку пӗтӗмпех питӗ аван, — терӗ вӑл малалла: — анчах сирӗн вырӑнти ҫынсен, сирӗн пек пурлӑхлӑ ҫынсен, теесшӗн эпӗ, ун пек ӑнланулӑх сайра пулать; вӗсем патне, патшасем патне пекех, чӑнлӑха ҫитме йывӑр. Хулара та — нимӗнле ӗҫ ҫук. — Ухмах! Вут-ҫулӑмлӑ юпа темиҫе орудирен пенӗ пек кӗрӗслетсе ҫӗкленчӗ: ун хыҫӗнчен шап-шур хӗрсе кайнӑ лава пӗрхӗнсе тухрӗ, вӑл сӑрт тайлӑмӗпе тӳрех аялалла, туземецсем патнелле вӑрхӑнчӗ. Сабӑсем ҫинчен вӑл хисеп тӑвас кӑмӑлпа ҫеҫ ыйтрӗ, мӗншӗн тесен вӑрҫӑри хамӑр ӗҫсем ҫинчен иртнӗ вӑхӑтра ҫеҫ калаҫнӑ чух те хам ҫав сабӑсем ҫӗрлехи вӑхӑтра бомбӑсене пӑрахма тем пек пулӑшаҫҫӗ тесе каласа кӑтартрӑм. Марийка ӑна итлесе пӗтерчӗ, сӑнӗ-пичӗ хӑйӗн хӑраса ӳкнӗ пек курӑнчӗ, алли вара Огняновран илнӗ ҫырӑва чикнӗ ҫӗреллех туртӑнчӗ. Ваня партин пӗр окружкомӗнче агитпроп пулса ӗҫлет-мӗн. — Каларӗҫ. Петр шартах сикрӗ. Военно-революционнӑй комитет хулара Совет влаҫӗ пуҫ пулса тӑни ҫинчен пӗлтернӗ. Никам ҫине те пӑхман вӑл, вилӗ ҫине те пӗрре те пӑхса илмен, сулхӑнта урисене хуҫса ларса, чӗлӗм туртса суркаланӑ ҫеҫ тата сайра хутра пырӗнчен темиҫе сасӑ кӑларнӑ, вӗсене унпа пӗрле килнӗ юлташӗ питӗ тимлӗн итленӗ. Пар аллуна! Эпир ҫырса кӑтартакан вӑхӑтра вӑл 17 ҫулхи питӗ илемлӗ хӗр пулнӑ. — Ҫук, Галя, начар. Эх, пӗлесчӗ санӑн эпӗ мӗнле… Сӑмахӗсем тата та киревсӗртерех, хӑй туйӑмӗнчен тата та урӑхларах, килӗшӳсӗртерех илтӗнчӗҫ, анчах вӑл чарӑнмарӗ: — Саншӑн мӗн тума хатӗррине эпӗ хам та пӗлместӗп… Мексикански серапэ ҫӗр доллартан кая мар тӑрать. Вӗсем манӑн ача чухнехи асаилӳсен страницисене хура вырӑнсемпе вараларӗҫ. Халь ак пачах урӑхла! Юлашкинчен пурте кайма тытӑнсан, Болла синьора патне Мартини пычӗ те:— Эпӗ сире ӑсатӑп, Джемма, — терӗ. — Пӗтӗм инкекӗ те темле ятсӑр ҫыруран пуҫланчӗ, — малалла каларӗ Филипп. — Кам ҫырнӑ вӑл ҫырӑва — паллӑ мар, ҫав ҫыру мар пулсан, ку ӗҫ ҫинчен никам та пӗлес ҫукчӗ, сӑлтавӗ те ҫукчӗ. Вӑл урине хывса тӑхӑнчӗ, шинельне тӑхӑнчӗ, сасартӑк хулӗ ҫинчи пуҫ шӑммине, ун айӗнчи хӗреслетсе хунӑ икӗ шӑмма курах кайрӗ. Мӗнчул вӑхӑт кӗтсе ирттермелле пулсан та Сноуи шывӗ чакиччен кӗтмеллех пулать. Хурана темиҫе пичке ҫав тери хӑватлӑ, анчах чи начар спирт ячӗҫ. Пурне те йӑлӑхтарса ҫитернӗ урюкран тунӑ кӗсел вырӑнне панӑ чернослив компочӗ — калаҫу валли сӑлтав пулса тӑрать. Николай Антоныч кулса ячӗ, кӑвакарса кайрӗ. Хӑйне пӗр-пӗр ӗҫ хушасран вӑл тепӗр еннелле васкавлӑн пӑрӑнчӗ. Мӗн тумалла-ха ман? — ним тума аптраса, алӑсене сулкаларӑм эпӗ. Эпӗ ӑна мӗн пулса иртнине пурне те, хам пӗлсе тӑнӑ пек, каласа кӑтартрӑм. — Пӗҫерт вӗсене, Кондрат! — хавхаланса кайса кӑшкӑрса ячӗ Любишкин. Чӑн-тӑк, чӑнах ӗнтӗ вӑл: вӑл чӑн та тӳсме ҫук чӑкӑлтӑш, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех чӗрре кӗрекен ҫын, чарусӑр чӗлхе-ҫӑварлӑ кармаҫӑвар пулса кайнӑ. Кӗреҫепе вак укҫана та хырма пулать, ӗмӗтсӗр ҫыншӑн пус та укҫа шутланать пулин те, мана вӑл ним тума та кирлӗ мар. Ипполит Шалыйӑн тимӗрҫ лаҫҫинче тӗттӗм пуличченех вӗркӗчӗн анлӑ пырӗ хашлатса тӑрать, мӑлатук айӗнчен ылтӑн вут-хӗм пӗрчисем сирпӗнеҫҫӗ, сунтал чӑнк-чанк, чӑнк-чанк! туса, кӗвӗ каланӑн янӑраса тӑрать. Эсир уйрӑм ҫынсен ячӗсене кӑларса пӑрахсан, комитет вӑл памфлета, нумайӑшӗ ӑна хирӗҫ пулсан та, пичетлеме килӗшӗ. Ку, ман шухӑшпа, усӑ ҫеҫ кӳрӗ. Радуб ахӑлтатса кулса ячӗ. Вӑл унӑн хӑйӑлти сассине, дирижер пек хӑтланнисене тата шыва кӗнӗ чухнехи шиклӗ сӑн-питне аса илчӗ те ӑна питӗ-питӗ шеллерӗ. Ҫирӗн пек илемлӗ хӗр ҫав кӗсре ҫинче ларнине, ҫитменнине тата эсир тӗк чиксе илемлетнӗ шлепке тата хӳреллӗ юбка тӑхӑнса ларнине пӑхса савӑнасси — вӑл пит те ҫителӗклӗ вӗт, вӑл Зеб Стумп пӗтӗм Скалистай тусен хырҫи тӑрӑх каллӗ-маллӗ чуптарса тухнӑшӑн та ҫителӗклӗ хак пулать. — Унта хӑшпӗр ыйтусем паллах мар-ха, ҫавӑн пирки калаҫасшӑнччӗ те эпӗ сирӗнпе. Ҫук, ҫук, тем шутласа ан кайӑр эсир, ыранах иртет ку… Вӑт калаҫ ӗнтӗ унпа. — Арманӗ кивӗ, анчах ӗҫсӗр лармасть… — Пӗлместӗп… Кунта килсе лекнӗ ҫын тӗтӗмпе самантрах суккӑрланать, пӑшалсем пени кӗрлесе тӑнипе илтми пулать. — Вӑл ӑна курма ӗлкӗрнӗ те иккен! — терӗ амӑшӗ именсе. Ҫыран хӗрринче эпӗ темиҫе шапа хуранӗ тупрӑм, вӗсен ӑшӗнчи шываклӑ япалана чӗрӗллех ҫирӗм. Вырӑнта пурӑнакан ҫынсем ан пӗлччӗр тесе, эпӗ кӑвайт та чӗртмерӗм. Малалла мӗн пулнине каласа парасшӑнччӗ хӑвна, халь каламастӑп ӗнтӗ. — Кайма пултараймарӑм… Пурнӑҫ опычӗн пысӑк пуянлӑхне вӑл нихҫан та, академире те, фронтра та, ҫавӑн пек пӗр шутсӑр та хӗрхенсе тӑмасӑр салатман. Князь ачашшӑн сӑмах чӗнчӗ, ӑна хӗр ӑнланса илеймерӗ; вӗсем чиркӳрен тухрӗҫ, чиркӳ умӗнче Покровски хресченӗсем кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. — Селӗм калаҫать… — тепӗр хут каланӑ Фома. — Мӗн пулчӗ сире? — ыйтрӗ Леноре фрау. — Кит, кит! — тесе кӑшкӑрать профессор. Ку — тулаш хупӑлча. — Халех каяр, Том! Унӑн ывӑлӗ хӑйӗн шутлӑ курӑнакан ашшӗ кӑмӑлсӑр пулнине те, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑллӑ пулса пурӑнакан англоман савӑнӑҫлӑ калаҫнине те асӑрхаман; вӑл, халиччен хуҫа хӗрӗ ҫинчен темӗн чухлех илтнӗскер, ӑна курассине тем пекех кӗтнӗ; чӑн, унӑн чӗрине, эпӗр пӗлетпӗр, урӑххи ҫавӑрса илнӗ пулнӑ, анчах та ҫамрӑк хитре хӗр ҫинчен вӑл кирек хӑҫан та шухӑшлама пултарнӑ. Пӗр вӑхӑтра мана Горевӑшӑн ҫавӑн пек ертсе пыма пултаракан ҫын пулма пултарассӑн туйӑнатчӗ, анчах вӑл иртрӗ ӗнтӗ. Ҫук, тӑванӑм, каҫар, выставкӑна каяс пулсан, шӑпах ҫакӑнпа каймалла та ӗнтӗ. — Купецсем тӑвакан валсене, вечеринкӑсене юратмастӑп эпӗ… — Сӑнанӑ. Ара, чӑнах ҫапла пулса тухрӗ-ҫке. Кӗлтуни ҫитет тени тӗрӗсех-мӗн. Анчах тӑлӑх арӑмпа пастор йышши ҫынсем кӗлтӑваҫҫӗ пулсан, вӗсен кӗлли ҫитмест. Эпӗ кӗлтунинчен те усси ҫук. Тӳрӗ ҫынсен кӗлли ҫеҫ витӗмлӗ. Вӗсене валли ҫӳллӗ тусен хушшинче выльӑх ҫӳретмелли улӑх-ҫаран уйӑраҫҫӗ, унта куҫса килнисем тахҫан авалхилле, ҫут ҫанталӑкпа куҫа-куҫӑн пурӑнччӑр теҫҫӗ. Эпӗ ун патнелле утса пытӑм. Эсӗ ҫурҫӗр шевли ҫинчен илтнӗ пулӗ. Ҫурҫӗр енче пурӑнатӑн пулсан, вӗсене ху та куркалатӑн. Аял хӗрринелле тухакан галерейинчи стенара пысӑках мар лапчӑк асӑрхарӗҫ вӗсем, унта сарса хунӑ утиялсем выртаҫҫӗ, кивӗ шӑлавар ҫакки, окорок тирӗ тата кӑшласа пӗтернӗ чӑх шӑммисем курӑнкалаҫҫӗ. Вӑл сӑмахсен пӗрремӗш сыпӑкӗсене хыттӑн калать, ҫавӑн пирки тепӗр чухне каланин шухӑшне ӑнланма йывӑр, анчах калаҫӑвӑн хаяр ритмӗ вӑйлӑланать. Унта Колбиноран, Захарьеворан пынисем пурччӗ, приказчица тата хӗрӗсемпе, Халупиноран… Огнянов тем чухлӗ тертленсе ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйӗн укрепленине таврӑннӑ ҫӗре ҫур ҫӗр иртсе те кайнӑччӗ, окоп сыхлакансем килӗнчен тӑванӗсем илсе килнӗ чӑптасемпе кавирсем ҫинче тӗттӗмре ҫывӑрмасӑр выртаҫҫӗ. Аэлита ҫӳҫне хура калпакпа витнӗ, — плащ капюшонӗ. — Эпир мӗн тӑвӑпӑр-ши вара унта? Ҫаппа сирсе вӗсем ҫӑкӑр пӗҫерекен кӑмака ҫӑварӗнчен пысӑках та мар шӑтӑк шыраса тупрӗҫ. Хӑйӗн арӑмне вӗлернӗскер, — терӗ вӑл, пирӗн ҫине хӑвӑрт пӑхса тухса. Эсӗ тата унӑн хутне кӗрес теместӗн-и? Целуйко адьютант палаткӑна уҫса пӑхса, хӑрасарах ыйтрӗ: — Чӗрӗ-и? — Ҫапла, — урмӑш сасӑпа ответлерӗ Волошин. Волошин эмел ӗҫме те ӗлкӗреймерӗ, — телефон васкаса, хыттӑн шӑнкӑртатни илтӗнсе кайрӗ. Волошин вырӑн ҫинчех хыпаланса ӳкрӗ, трубкӑна ярса тытрӗ: — Болотин-и? — Ноль девять, — терӗ трубкӑри сасӑ. — Ҫапла, ҫапла, — астуса илчӗ Волошин; вӑл шифр ҫинчен мансах кайнӑ мӗн, — Курӑнма пуҫларӗҫ-и, а? Турӑ ҫынсене пӗр-пӗр тӗллеве пурнӑҫлама туса янӑ пулсан, унӑн вӗсене е ӳт туйӑмӗсӗр, вилӗмлӗ тумалла пулнӑ, е — вилӗмсӗр тумалла пулнӑ. Юлашкинчен вӑл ӑна аллисемпе урисенчен ярса тытрӗ те, пӗчӗк ачана чӗркенӗ пек чӗркесе хучӗ, суран ҫинчи мӗнпур ҫыхӑсене тӳрлетрӗ, аманнӑ шӑмӑсем тӗлне хуп татӑкӗсем хурса ҫыхрӗ, хӑйне пӗтӗмпе вӑкӑр тирӗпе чӗркесе йӗнер ҫумне ҫыхса лартрӗ те малалла вӗҫтерчӗ. Унта турачӗсене горизонтальлӗ тӑсса тӑракан пит пысӑк йывӑҫ ларнӑ. Горизонт пӗртте улшӑнман, ӗлӗкхи пекех. Тӗрӗс мар-и, эсир мана халиччен юратса тӑнӑ пулин те, ҫак минутран пуҫласа манран йӗрӗнекен пулатӑр!.. Хӑш чухне вӑл, ҫемҫен кулса, тарпа пӗрле ирӗксӗрех тухакан куҫҫулӗсене шӑлса пӑрахнине никам та асӑрхамарӗ. Манӑн арӑм… Лушка… — Генерал хӑй тата? — ыйтрӑм эпӗ хӑюллӑн. Ҫӗнӗрен те тӑвас пулать-ҫке-ха. — Ку кирлӗ вӑл! — терӗ Павел, пуҫне ывӑтса илсе. Мӗн тӑваҫҫӗ унта? Унта эпӗ пӗр тӗмеске ҫине хӑпарса тӑрса, тинӗс ҫинелле тинкерсе пӑхма тытӑнтӑм. Цветаев ӑнланмалла мар мӑкӑртатса илчӗ, хӑй шухӑшне ӑнланнине сиссе, вӑл ҫиленсе кайрӗ. Анчах эпӗ ӗнтӗ, хама ҫавнашкал кӗҫӗне хӑваракан мӑшкӑла тӳсиччен, кирек-епле тискер вилӗме те хатӗр пулнӑ пулӑттӑм. Арӑмӗ, саппун хӗррине тытса, сӑмсине хаяррӑн шӑнкартса илчӗ те ӑна хирӗҫ: — Илтетӗп, — терӗ. Саккунлӑ мар эпӗ… Таймыр ҫурутравӗнчен ҫурҫӗререхри ҫӗр мӗнле ҫӗр-ши вӑл? Вӑл туйине кӗтесе таянтарса хучӗ, ҫемҫе пукан ҫине ларчӗ, анасларӗ те тулта ытла шӑрӑхлатни ҫинчен пӗлтерчӗ. Темӗн килӗшместчӗ пулас ӑна ман кӑкӑрта, мӗншӗн тесен вӑл салхуллӑ пӑхкаласа чарӑнкаласа тӑчӗ, гамма илсе ӗнернӗ пек, тепӗр хут шаккаса тухрӗ. Лось ҫак курӑнуран — ҫут тӗнчен чӗрӗлӗх кӳрекен вутӗнчен — аран-аран уйрӑлчӗ. Унтан ҫӗре сикрӗм те мӗн вӑй ҫитнӗ таран ҫулпа малалла чупрӑм. Амӑшӗ ун ҫине пӑхса итлесе ларчӗ те — тӗлӗнчӗ: ҫав асапсемпе, хӗсӗрленисемпе, ҫынсенчен мӑшкӑлланисемпе иртнӗ пурнӑҫӗ ҫинчен Егор ҫав тери лӑпкӑн, ним пӑлханмасӑр каласа пачӗ… Темиҫе сехет хушши вӗсем тӗмӗсем хушшинче выртса ирттерчӗҫ. Эпӗ, хӑвӑртрах плошадка хӗрринчен пӑрӑнас тесе, хам сисмен ҫӗртенех темиҫе утӑм малалла ярса пусрӑм. Ак хай ӑна калатӑп, Милка, тетӗп, мана йӗрлесе чупаҫҫӗ, тетӗп. Унтан, пуҫласа янӑ халапа малалла тӑсас тенӗ пек, Лозневой, куҫне хӗсерех, Ерофей Кузьмич ҫине пӑхрӗ. — Итлӗр-ха, — терӗм эпӗ, — е перӗнӗр, е пистолета хӑй вырӑнне ҫакса хурӑр, ҫывӑрма каймашкӑн та вӑхӑт. Эпӗ ҫав вут умӗнче ларакан ҫынсем патне кайса шурӑмпуҫне кӗтсе илме шут тытрӑм. Ку ҫынсене эпӗ хам ӑшра таҫта выльӑх хуса каякансем пулӗ, тесе шутларӑм. Ку мана питӗ килӗшрӗ. Атя, тетӗп, ҫапла тӑвӑпӑр. Сирӗн кӑшт коньяк ҫук-и, синьора? (Ку сӑмаха каланӑ чух унӑн сасси ҫӳлерех ҫӗкленчӗ, вӑйланчӗ — мӗн пуласси ҫинчен каланӑ сӑмахсем пурне те вӑтантарчӗҫ): «Эсир мана хӑвӑр вилес умӗн аса илӗр! Каса-дель-Корво хапхи уҫӑлнӑ та юланут курӑнса кайнӑ. Сӑмса, хӑйӗн питне тӑратса янӑ ҫӳллӗ ҫухи ӑшне пытарнӑ та, ҫав тери тӑрӑшса сӑхсӑхса тӑрать. Дик, капитан каютине чупса кайса, унтан картта илсе килчӗ — ун ҫине карап ӗнер хӑш тӗлте пулнине кӑтартса ҫырнӑ. Егор Иванович кружокӗнче эпир виҫҫӗнччӗ, — шӑвӑҫҫӑсем виҫҫӗн… пурӗ вунпӗрӗн. Крозе кирлӗ инструментсене пурне те пуҫтарса илсе ыттисене ҫӗре чикме хушнӑ, мастерскоя вут тивертсе янӑ, вара утмӑл ҫынлӑ отряда хӑй хыҫӗнчен ертсе каялла чакма пуҫланӑ. Вӗсен хыҫӗнченех дикарьсем кӗпӗрленсе пынӑ, «Такури мате Марион!» тесе кӑшкӑрнӑ. — Апла пулсан, эсӗ манпа пӗрле пур ҫӗре те каятӑн? — терӗ Инсаров чӗрӗк сехет иртсен, ӑна паҫӑрхи пекех хӑйӗн ытамӗнче тытса. Ҫарсем сапаланса пӗтеҫҫӗ те алӑ айне мӗн лекнине ҫаратаҫҫӗ. «Пӗр сехетре вара карета хатӗр пултӑр! — Том! Хам ӑшра ун чух мӗнле тискер кайӑк пурӑннине аса илсен, халь те сехре хӑпса тухать. — Чӑркӑшши вӑл авӑ, Кукушкин… Сасартӑк ӑҫта-тӑр аякра урапа кӗмсӗртетрӗ. Ҫук, сурмаҫҫӗ, апла пулма пултараймасть! Анне те, конюх та, приказчик та нимӗҫ-лакей те. Анчах ҫакӑн хыҫҫӑн та «ҫветтуй» чиркӳ ватӑ астронома алӑран вӗҫертмен. — Ну, Джордж Джексон, Шепердсонсене пӗлетӗн-и эсӗ? Атӑсем ӑшне йӑлт шыв тулнӑ та кашни пусмассеренех хыттӑн шӑмпӑртатаҫҫӗ; вӗсене сӗтӗрме вӑй та юлман темелле ӗнтӗ хамӑн. Ҫирӗп те ӑслӑ негрсем, Замбезипе Луалаба ҫыранӗсем хӗрринчен илсе килнӗ негрсенчен уйрӑмрахскерсем, илекенсене чылай хаклӑ курӑнчӗҫ. Ярмарка уҫӑлчӗ те, никам та кӗтмен ҫӗртен, Хумма трактире ӗҫлеме кӗчӗ. Ҫапла виҫе уйӑх ытла ишнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ матроссем ҫӗр курнӑ — салхуллӑ чуллӑ утрав, унта пӗр тумлам шыв та пулман, пӗр туна та ӳсмен. — Вӑрҫӑ?.. Кампа? Манӑн та ҫав Ганс пекех пуласчӗ, тесе кӳренсе шухӑшлатӑп. Ҫутҫанталӑк вӗсене пурӑнмашкӑн питех те лайӑх пулнӑ. Мӗнле улӑпла ӳт-пӳ, мӗнле тӗлӗнмелле вӑй! Пӗррехинче вӑл, хӑюлӑх пухса, Егор каланисем тӑрӑх хӑй куҫӗ умне тухса тӑнӑ пурнӑҫ ҫинчен ӑна хӑйне каласа пачӗ те именерех кулса:— Ҫаплах-ши вӑл, Егор Иваныч? — тесе ыйтрӗ. Часах эпӗ ҫав ҫын — математика тӑрӑх — турӑ пуррипе ҫуккине кӑтартса пама тӑрӑшнӑ иккенне пӗлтӗм, анчах та вӑл ҫав ӗҫе туса ҫитериччен вилсе кайрӗ. Ҫак имение сутӑн илекенне тата ҫав … ҫулах земский суд вӑл именипе усӑ курма ҫирӗплетсе пани те, вӑл имени текех Фадей Спицынӑн мар, тесе, паллӑ туни те пур ҫав хутрах. Тӗттӗм пӳлӗмӗн алӑкӗ хупӑнчӗ. Карл Иваныч, шӑнса чирлес мар тесе, хӗрлӗ калпакне нихҫан та хывмасть, анчах хӑна пӳлӗмне кӗмессерен хывмасӑр тӑмашкӑн ирӗк пама ыйтать. Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!.. Мишель Флешар вӗсем патне пычӗ. — Санӑн ҫимелле, ачам. — Леш, иртнӗ вырсарникун хӑв чиркӗве тӑхӑнса пынине. Корчагин хӑйне саламланӑ сасӑсем янранӑ хушӑра зала анчӗ те Борхартпа Таля ларакан ҫӗрелле утрӗ. Унӑн кӗмӗл тӗслӗ пайӑркисем ҫӗр ҫинелле ҫутатса тӑрса, вӑрман чӑтлӑхӗ ӑшнех пырса кӗреҫҫӗ те йывӑҫсен хура мӗлкисем хушшинелле ҫутӑ йӑрӑмӗсем ӳкеҫҫӗ. Хӗр итленӗ май чарӑнса тӑчӗ. Кунта вара инкек ҫине синкек пула пуҫланӑ. Шурлӑхлӑ вырӑнсемпе пыма йывӑр пулнӑ, туземецсем хӑйсен ҫӗрӗпе иртнӗшӗн куланай хырнӑ, хӑш-пӗр чух каравана тапӑннӑ. Ливингстон отрячӗ пӑлханнӑ, ӑна хӑйне вӗлерессипе хӑратнӑ. Вӑйсӑртарах ҫын ҫак йывӑрлӑхсем умӗнче хавшанӑ пулӗччӗ. Вӗсен вилӗмӗ ҫинчен, Павел, каласа пама та хал ҫук. Анчах ют ҫын ӗҫне хутшӑнма юратакан этем тӳрех асӑрхатчӗ ӗнтӗ: Солоха пуринчен ытла Чуба килӗштерет. Ҫавна сиссен, плантатор ун патнелле пынӑ та:— Хӑрушлӑх иртсе каймарӗ-им? — тесе ыйтнӑ. Мганнга ун умӗнче ҫӗре ҫити пуҫ тайрӗ, унтан тӳрленсе тӑчӗ, сарлака хулпуҫҫисене тӳрлетрӗ, вара аллисене татӑк пӗлӗтсем чупакан тӳпенелле кӑмтарчӗ. — Ӑҫта-ха эпир? Павел ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Ахалех! Эпӗ хӑраса ҫӳрерӗм. Вӑл ӑна, лешӗ унӑн пичӗ умӗнченех вӗҫсе тухса кайиччен те асӑрхаймарӗ. Эпӗ «пур кӑмӑлтан та» терӗм, ку чӑнах та ҫаплахчӗ ӗнтӗ, хуть эпӗ хӑшне пӗр сӑлтавпа, ыттисене йӑлтах урӑхла сӑлтавпа курасшӑнччӗ. Вӑрӑ-хурахсем пиратсенчен тасарах, вӗсенчен ытларах вӗреннӗ ҫынсем вӗсем. — Эпӗ, кирек епле пулсан та, хам ӗҫсемшӗн ответ тытасран хӑрамасӑр, мӗн тумаллине хамах йышӑнӑттӑм, ӗҫе татса парассине христиансем пек икӗпитленсе тата хӑраса урӑх ҫын ҫине хумӑттӑм. Ҫӑра вӑрманти кукӑр-макӑр сукмаксене сукмак теме май ҫук. Секретарь трубкӑна ярса тытрӗ. Вӑл куҫне уҫрӗ те хӑйӗнчен аяларахра, хӑйӗн ури вӗҫӗнчех, хӑй ҫумне пӑчӑртанса, пӗр хускалмасӑр выртакан Михайлова курчӗ. Пӗррехинче ӑна такам frondeur тесе ят панӑ: ҫак ят ӑна питӗ килӗшнӗ. Тухтӑр, аманнӑ ҫыннӑн айккинчи кӗсйине хыпашласа, бумажник туртса кӑларчӗ те Говэна тӑсса пачӗ. «Эпӗ кунта, сан патӑнтах, мӑнӑн джанечка (пирӗн пек каласан, чунӑмҫӑм тени пулать), — терӗ вӑл, ӑна аллинчен тытса. Вӑл та малта, Власовпа юнашар, ялав патӗнчех пычӗ… Парти райкомӗнче ӗҫ кунӗ пӗтсе пырать. — Пирӗн вутӑшсем пур, — асӑрхаттарчӗ Берсенев. Пӗр-пӗр ҫыннӑн, тахҫанах хӑй куҫӗнчен ҫухатнӑ, тахҫан чунтан юратнӑ, куҫ умне кӗтмен ҫӗртен тухса тӑракан ҫынна тӗл пулсан, куҫӗ-пуҫӗ ҫавӑн пек пулать — ӗлӗкхи пекех вӑл, анчах ҫулӗсем улӑштарнӑ ӑна. Аркадий ӑна ашшӗпе пӗр тӑван пиччӗшӗн историне каласа пачӗ. Вӑл пуҫ тайса сывпуллашма пуҫларӗ. — Эпир яланах ӗҫре — пӗрремӗш вырӑнта, пурнӑҫра чи юлашки вырӑнта тӑратпӑр. — Пӗтермелле. Манӑн пӗтӗм тӑрӑшни те, шухӑшсем те пӗр ӗҫ пирки кӑна пулнӑ, — хамӑн тискер кайӑка тутлӑрах, лайӑхрах ҫитерес, ӑна вӑхӑтра юрас, ан кичемлентӗр вӑл, хӗнессипе ан хӑраттӑр мана, пӗрре те пулин хӗрхентӗр, тесе пурӑнаттӑм. Гестапо питӗ типтерлӗ ӗҫленӗ. — Франк хӑй вилнишӗнех ӗҫ пӗтсе ларма пултарайман, — ҫаплах ҫине тӑрать майор. Андрей алӑк сули патӗнче чарӑнса тӑчӗ. Матроссем ҫапла ҫӗмӗрнине хам куҫпа курманшӑн пит хӗпӗртерӗм. Ӑна курнӑ пулсан, вӑл эпӗ юлашки ҫулсенче чӑтса ирттернисене пурне те аса илтеретчӗ. — Ҫавӑншӑн, — тутисене чалӑштарса каларӗ Квакин, — туслине туслӑ эп санпа. Фигура, анчах пӗртте этем майлӑ мар эс, ак ҫак мӑнтӑркка та ирсӗр шуйттанпа пӗр пекрех. Вӗсем пӗр чунлӑ ҫынсем пек тапранса тухӗҫ! Тулӑ вырса пуҫтарнине тӗлӗкре куратӑп, тет. Хӗлле санӑн уйӑхра ҫирӗм канмалли кун пулнӑ пулсан, эсӗ мӗн канмалли кунсем пирки харкашатӑн! Ҫавӑнпа та ӗнтӗ комендант приказӗ пире тӗлӗнтермерӗ, чӗрене те хускатмарӗ. Чӗрӳ сана ӑҫталла чӗнет? Инженерсен Канашӗн ҫурчӗ умӗнче, ҫӑлтӑр ӗренкиллӗ капмар тӳремре, ҫар карапӗсем лараҫҫӗ, салтаксем тӑраҫҫӗ, — концентрат виҫӗ ҫурма ункӑпа. — Ҫиле май! — терӗ ӑна матрос. Унӑн ватӑ сунарҫӑна ҫав тери курас килнӗ, ҫавӑнпа малтанхи кунне вӑл яра кунӗпех, хӗвел тухса анса ларичченех, ҫул ҫинчен куҫӗсене илмесӗр пӑхса тӑнӑ. Вӑй каять манӑн, пуҫ ҫаврӑнать, эпӗ хама хам та шанмастӑп… Иккӗш те сӑмахсӑрах килӗшрӗҫ — Бек-Агамалов тӗксӗм тытӑнкӑлӑхпа, Веткин алла евӗклӗн те нумай пӗлтерӗшлӗн чӑмӑрта-чӑмӑрта. Ула курак та, ним шухӑшсӑр-мӗнсӗр, пуҫне икӗ ҫуначӗ хушшинчен кӑларса пӑхрӗ. — Апла пулсан, мӗн пӗлетӗр эсир? Катя вара чечексемпе лӗпӗшсем кӑна ӳкерет, Люба Фильдӑн концерчӗсене, Бетховенӑн хӑшпӗр соначӗсене питӗ аван калать; Меркурий ҫинче малтанах шыв пулнӑ пулсан та, ҫутӑ енче вӑл пӑслансах пӗтнӗ пулӗччӗ, ҫав пӑс планетӑн ҫуталман тепӗр енне лексен, унта вӑл шӑнса пӑрланса ларӗччӗ. Вӑл туппа хӑех авӑрласа тӗллерӗ те персе ячӗ. — «Йывӑр пулать мана, — терӗ вӑл сасӑпах, хӑйне хӑрушлӑх ҫирӗппӗн ярса илнӗ пирки куҫне хӗссе. Коридорта Артур горничнӑя тӗл пулса, хӑйне ирхине ултӑ сехетре вӑратма хушрӗ. Санкт-Петербург хулинчен пӗр миля анатарах шыв варрипе пӗчӗк пӑрахут шыва майлӑ ишсе пырать. Ку вӑл — ҫырантан ҫырана каҫса ҫӳремелли пӑрахут. — Эсӗ ҫакна чӑнах калатӑн-и? Увар Иванович чӳрече умӗнче, кресло ҫинче йывӑррӑн сывласа ларать, Николай Артемьевич, аллисене кӗсйине чиксе, вӑрӑм утӑмсемпе пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳрет; унӑн пит-куҫӗ хӑй кӑмӑлсӑррине палӑртать. — Ну, ҫитет, Евгений. Лозневой хӑйӗн шпорне лайӑх пӗлет. Эпӗ куҫсемпе шухӑшламастӑп. Вӗсем тепӗр аллӑ утӑм нимӗн чӗнмесӗр утрӗҫ. Никита хӑйӗн умнелле, сарлака мӗлки ҫине пӑхса утрӗ, Тихон, утнӑ май, пӳрнисемпе пуртӑ аврине шаккаса пычӗ. Эпӗ суту-илӳ тӑвакан ҫав ҫынсенчен пӗринпе те пулин хам тӑван ҫӗршыва таврӑнма май пуласса шансах тӑратӑп. Акӑ — ҫунаттисене кӑтартса ҫиҫрӗ те вӗҫсе ҫавра турӗ, — аяларах та аяларах, Лось пуҫӗ ҫийӗн шуҫса иртрӗ, анса ларчӗ. — Ҫук, ахаль кӑна, — ответлерӗ вӑл хӗрелсе. Ку хӗр шӑпах анне хӑй ҫырӑвӗнче аса илнӗ la belle Flamande пулчӗ, каярахпа вӑл пирӗн пӗтӗм ҫемьен пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышӑнчӗ. Пӗрремӗш число. Мана депутатсем васкаманни тӗлӗнтерет. Вӑл ҫав тери ула-чӑла та начар тумланнӑ: ҫӳҫне хӗрлӗ сетка витсе тӑрать, тӗссӗрленнӗ сенкер атлас кӗпи кӑкӑрне хӗсет, шведски текен хулӑн перчетки шӗвӗр чавси патнех ҫитет; ара, ӑҫтан пӗлтӗр-ха вӑл, мӗнле те пулин бергамӑри кӗтӳҫӗн хӗрӗ, Париж камелийӗсем мӗнле тумланнине! Унӑн «чӑн пек туйӑнакан» историне итлени те пирӗншӗн ҫителӗклӗ. Унта виҫӗ ҫын валли хӑна сӗтелӗ хатӗр пулнӑ. Ҫак аслӑ та пуян губернире Россия государӗсене нумаях пулмасть парӑннӑ ҫурматискер халӑхсем йышлӑн пурӑннӑ. Тепӗр кунне, Гремячири партячейкӑн хупӑ пухӑвӗнче, пурте пӗр сасӑпа колхоз членӗсен мӗнпур выльӑх-чӗрлӗхне, вӗсен шутӗнче вак-тӗвек выльӑха та пӗрлештерес тесе йышӑнчӗҫ. — Петя! Гриша кайрӗ те часах амӑшне ҫавӑтса пычӗ. Вест-Инди утравӗсен леш енчи тем пысӑкӑш материк аслӑ тинӗс ҫӳревҫин ятне илеймен, тупасса вара ӑна вӑл хӑех тупнӑ. «Ҫилленчӗ, — тавҫӑрса илчӗ вӑл. — Мӗншӗн вара?» Тепӗр сехетрен Петр Ольга патӗнче, картузӗпе дивана ҫапкаласа, ҫапла калаҫса ларчӗ: — Эс кала ӑна: мана унран процентсем те кирлӗ мар, укҫа та кирлӗ мар. — Ҫав укҫапа эпӗ урана тӑхӑнма, ҫие тумланма, краҫҫын, шӑрпӑк, супӑнь туянма пултаратӑп-и-ха? Анчах йӑл кулкаланӑ чух вӑл, ӗлӗкхи пекех, сулахай питҫӑмартипе ҫеҫ, чалӑшшӑн, кӑшт кӑна палӑрмалла кулкаласа илет. «Эпир тӳлетпӗр». Кунта вара ыттисем виҫҫӗн чупса пычӗҫ. Унтан иккӗшӗ те пӗр япала ҫинченех калаҫасшӑн пулнине тата кирек мӗнле йывӑр пулсан та калаҫу пуҫламӑшне май пур таран хӑвӑртрах тупма кирлине туйса илсен, Лена чарӑнчӗ те тухтӑр ҫине тем каласса кӗтнӗ пек пӑхса илчӗ. — Пире кӑшкӑрмаҫҫӗ-и унта? — лӑпкӑн ыйтрӗ вӑл. Аялтан, район центрӗнчен, темле янкӑс сасӑсем катари хумсем пек юхса килеҫҫӗ — те пӗр-пӗри сассине хӗрхенмӗсӗр кӑшкӑрса юрлать, те чӑнах та такама чӗнеҫҫӗ. Анчах уншӑн та пурте уҫҫӑнах паллӑ пулман. Ӗнерхи пекех шӑнкӑртатса шыв юхать, ҫӗмӗрт тӗмисем те ҫав-ҫавах пӑшӑлтатаҫҫӗ, анчах ӗнер тӗттӗмччӗ, ак халӗ ав янкӑр уяр та хӗвеллӗ ир. — Мӗн лӑпӑртататӑн? Вӑл юнашар тӑракан колхозницӑсене хулпуҫҫийӗсенчен тытма пуҫларӗ. Упасемпе песецсем вӗсен шӑмми-шаккисене турта-турта арпаштарнӑ — пӗр пуҫчашкине лагерьтен виҫӗ километр аякра кӳршӗри лупашкара тупрӑмӑр. Пӗлессӳ килсен, эпӗ — Ставрополь таврашӗнчи чӑн-чӑн хресчен, ҫавӑнпа та ман казаксем сана мӗне вӗрентнине пӗлес, курас килет. Эпӗ кунта лексен, часах кӳршӗри ҫынсем хушшинче ман хуҫа хирте сплекнок пысӑкӑш (ҫакӑнта пурӑнакан ултӑ фут тӑршшӗ, пит илемлӗ тискер кайӑк) пӗчӗкҫӗ тискер кайӑк тупни ҫинчен хыпар сарӑлнӑ, тискер кайӑкӗ хӑй этем пекех, тенӗ. Ҫав тискер кайӑк пур енчен те этем пекех хӑтланать, тенӗ: вӑл темле чӗлхепе калаҫать тата вырӑнти чӗлхепе темиҫе сӑмах калама вӗреннӗ; вӑл кӗлеткине тӳрӗ тытса ик урапа ҫӳрет, алла хӑнӑхнӑ, йӑваш, чӗннӗ ҫӗре пырать, мӗн хушнине пурне те тӑвать, унӑн ӳт-пӗвӗ пит чечен, пичӗ хӑйӗн виҫ ҫулхи улпут хӗрӗн ӳтӗнчен те шурӑ, тесе пӗр-пӗрин хушшинче сӑмах сарнӑ. Ман акӑ каллех: ун патне каймалла! Стремяннӑй граф хыҫҫӑн пыратчӗ, хӑй пурҫӑн кантӑрапа улпутӑн чи юратнӑ икӗ йыттине ҫавӑтса пӑхса пыратчӗ… Эпир чунтан парӑннӑ ватӑ Алвиш сана Касонгӑран чура караванӗн пуҫлӑхӗ туса янӑранпа сан ҫинчен нимле хыпар та пулмарӗ. Вуниккӗ ҫине кайни ҫур сехет. — Мӗн эс ҫавӑн пек сӑмахсем ҫаптаратӑн? Апрелӗн 10-мӗшӗ, 1914 ҫул. Ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан. — Вӑл тӗлӗнсе, пуҫне пӑркаласа илчӗ: — М-да! — Юлашки сӑмахӗ тӗрӗс. Капитан хаваслӑн кулать. Ҫат, ҫат, ҫат, ҫат! Пиллӗкмӗш абцугра эпӗ ун майрине — чӑ-шик! — Ҫук, эпӗ учитель. Унӑн ҫинҫе, хӗр сасси евӗрлӗ, сасси кӑмӑллӑн янӑрать, кӑвак куҫӗсем чӳрече витӗр Наталья пичӗ ҫумӗн пӑхаҫҫӗ, лешӗ вара, ҫын хӑй пӗччен юлсан шухӑша кайса ларнӑ чухнехи пек тарӑн шухӑша кайса, аллинчи алӗҫӗ ҫине пӗшкӗнсе, нимӗн чӗнмесӗр ларать. Кинӗн кӑкри ҫине хаклӑ йышши чулсемпе илемлетнӗ хӑлха алки тата пилӗк червонец хурса, вӑл хыттӑн кӑшкӑрчӗ: — Ил! Иртнӗ каҫ вӑл мӗн тесен те куҫне хупман ӗнтӗ. Тепӗр самантӗнчех, тӑшман ҫине ҫав тери хыттӑн пырса ҫапӑннипе, вӑл хӑйӗн машинӗ сывлӑшра тепӗр майлӑ ҫаврӑнма , тытӑннине туйнӑ. Чан тӗпӗнче тенӗ пекех пӗчекҫеҫ труба, ҫав трубаран ӗнтӗ, тутӑр татӑкӗ тӑрӑх кӗленче ӑшнелле сӑмсана ҫуракан шурӑрах тӗслӗ им-юм юхса тӑрать. — Итлӗр-ха, Георгий, — терӗ Ольга, именчӗклӗн аяккарах пӑрӑнса. Сана пусарса вӗлермелӗх те пур, пуҫу-мӗнпе пытаричченех купалӑп. — Тӑхта-ха, Сергей, ку пирӗн патӑмӑра килмест-и? — терӗ Лодыжкин, ту ҫинелле тинкерсе пӑхса. Уйрӑммӑн илсен — тӗрӗс. Укҫа пирки ҫыр, ҫийӗнчех ярса парӑпӑр. Лукашка килне чуптарса кӗчӗ, лаша ҫинчен сиксе анчӗ те, ӑна казак лашисен кӗтӗвне яма хушса, амӑшне тыттарчӗ; хӑйӗн унӑн ҫав ҫӗрех кордона таврӑнмалла пулнӑ. Чӑнах та, вӑл ҫавӑнтах сиксе тӑчӗ те, урисене ташланӑ пек вӑтанчӑклӑн сиктеркелесе илсе, питӗ шел, анчах урӑх юлма пултараймастӑп, пуринчен кирли ӗҫсем — хамӑн магазина васкатӑп, ыран вырсарникун, — терӗ вӑл малалла, — ҫавӑнпа та, Леноре фраупа тата Джемма фрейлейнпа килӗшсе, эпӗ Содена уҫӑлса ҫӳреме кайса килес терӗм, унта эпӗ ют ҫӗршыв господинне те чӗнетӗп, эсир, пирӗнпе пырса, пирӗн кану кунне илемлетме хирӗҫ мар пуль тесе шанасшӑн эпӗ. Куҫӗсем пысӑк та хӗсӗкрех, шывлӑрах; хӗрлӗ тути кулкаласа ҫеҫ тӑрать, пӗчӗк мӑйӑхне сӑрланӑ; ҫӳҫне юлашки модӑпа тураса ҫӳрет, пит-куҫӗ — чиперех, анчах унта темле йӗрӗнчӗклӗх сисӗнет (ун пеккине хӗрарӑмсем, начар мар теҫҫӗ), ӳт-пӗвӗнче, кӗлеткинче, вӑл чӑлахӑнни пек масасӑр мар пулин те, вӑй-хал пурри сисӗнмест, купарчи вара, хӗрарӑмӑнни евӗрлӗ, питӗ пысӑк. Тивӗҫсӗр… Урӑх сирӗн патра ӗҫ ҫук манӑн. Хур ами пуҫӗ вара, хӑйӗн хӗрлӗрех сарӑ куҫӗсемпе тӗнче ҫине тӗлӗнсе пӑхаканскер, халӗ те ун ҫине пӑхса выртать. Лапӑрчӑк тусан, вӗсем ун ӑшӗнче сыснасем пек чаваланатчӗҫ, хӑйсемшӗн те ӑнланмалла мар кулӑшла туйӑнакан хитре япалана вараласа, лапӑртатса хӑтланнипе киленсе нӑрӑклататчӗҫ. — Ахӑртне, карчӑкӑм, шалкӑм ҫапрӗ пулас, мур илесшӗ! Висла шывӗ тӑрӑхӗнче те эпӗ, чӑтаймарӑм, икӗ ҫурт лартрӑм. Ҫапла хӑналансан, ҫиелтен ӗҫмелли те пулнӑ унта, — сивӗ шыв ҫителӗклех пулнӑ. Эпӗ вуласа тухрӑм та ӗнтӗ ӑна, анчах санпа тепӗр хут вулама та хатӗр. Кочегара вӑрҫсан та повӑр ӑна темшӗн темтепӗр парса ҫитерсе тӑрать; ӑна пӑр-пӗр татӑк тыттарать те: — Хып! — тет. Пӳртре Аннушка ҫук; вӑл киле ҫитсе кӑмпа ҫатанне лартса-хӑварса тухса кайма ӗлкӗрнӗ. Николаевсен хӑна пӳлӗмӗнче ҫутӑ сунчӗ. — Эпӗ пулсан, экзаменне хуть те халех тытмалла. Эрхип пӑлтӑра чупса кӗчӗ — алӑксем уҫах иккен. Илтмен-и? — Ӗҫме сивӗ шыв пур-и санӑн? Волошин штабӗ ҫул ҫинче пулнӑ, вӑл ӗнтӗ чӑтлӑхалла ҫул тытнӑ. «Пилигрим» халь пӗтӗм парӑссемпе пычӗ ӗнтӗ. Ку пӗлӳлӗхе кӳршӗсенчен кивҫен илмелле мар санӑн. Пӗтрӗ ман пурнӑҫ. — Манӑн та, ачам! Чи тӗреклӗ шлюпка та вӗсем хӳрипе ҫапнинчен турпас пулса саланать. Карчӑк тав туса унӑн аллине чӑмӑртарӗ. Сквайр хӑйӗн шучӗпе пирӗн ҫурта ремонт тутарнӑ. Вӑл хушнӑ тӑрӑх стенасемпе вывескӑна ҫӗнӗрен сӑрланӑ. Вӑл пире хӑшпӗр сӗтел-пукансем, вӑл шутра, аннене прилавка хыҫӗнче ларма лайӑх пултӑр тесе, питӗ лайӑх кресло парса парнеленӗ. Марьинӑна пырсан тепӗр куннех вӑл шапасене, инфузорисене, химиллӗ составсене ярса тытрӗ те, яланах вӗсемпе аппаланчӗ, Аркадий, пачах урӑхла, ашшӗне пулӑшаймасан та, пулӑшма хатӗр пек курӑнма та пулин тивӗҫлӗ тесе шутларӗ. — Хӑш чух шухӑшлатӑн, кайран каллех манса каятӑн. Анчах никама та калама юраман япаласем пулаҫҫӗ. Анчах, турӑҫӑм! Ҫӗнӗ, хӑюллӑ, мӑнаҫлӑ ҫынсем палӑрчӗҫ, ӑстӑнсенче вут-ҫулӑмлӑ ирӗк шухӑшсем хыпса хӗмленме тапратрӗҫ. Каҫпа, тӑхӑр сехет тӗлнелле, караван Сеймурӑн сарлака урамӗсене кӗнӗ чухне, уйӑх анма пуҫларӗ. Садсем сим илчӗҫ; сывлӑмпа пӗркеннӗ шӑлан чечекӗсем мамӑкланса хӗрелнӗ; ҫулҫӑпа хупӑрланнӑ улмуҫҫисем юр пек шурӑ чечекпе тумланнӑ та, Бяла Черква ҫурчӗсене уяври пек кӑтартса, мухтавлӑ илем кӗртсе тӑраҫҫӗ; таврара шӑпчӑк юрри чарӑна пӗлмест, чӗкеҫсем, мӑшӑрӑн-мӑшӑрӑн сӑнӑ пек вӗҫсе иртсе, уҫӑ сывлӑшра хӗвелпе те ирӗклӗхпе савӑнаҫҫӗ. Сылтӑм енчи кӗсйинчен пысӑк кӗмӗл сӑнчӑр усӑнса тӑрать; ӑна кӗсъе тӗпӗнче выртакан тӗлӗнмелле машинӑран кӑкарнӑ.. — Гек, эпир нименрен те хӑрамасӑр ҫавӑнта хӑюллӑнах кайса кӗме пултаратпӑр. Унта, стерьлядьсем тытма чарнӑ хатӗрсене майласа, хӑйӗн киммин хӳри ҫине утланса ларса, кукӑр та тӗксӗм урисене хура шыв ӑшнелле усса, вӑл ҫурма-сасӑпа калаҫатчӗ: — Мана улпут асаплантарать пулсан — юрӗччӗ-ха вӑл, тӳсме пултаратӑп, анчӑк ҫисе ятӑр ӑна, вӑл эпӗ пӗлменнине пӗлекен ҫын. — Кам? — тесе хӑвӑрт ыйтрӗ те креолка, ҫавӑнтах уншӑн ӳкӗнчӗ. Хӑйне Зеб тӗллесе пӑхнине сиссен, ун пит ҫӑмартисем хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗҫ. Вара эсӗ чӗлӗмсене туртса кӑларӑн та, эпир иксӗмӗр те пит канлӗн ларса туртӑпӑр, пире пӑхчӑр ҫеҫ вара. Шурса кайнӑ отец Герасим, аллине хӗрес тытса, крыльцо умӗнче, пулас вилӗмлӗ ӗҫсемшӗн ӑна сасӑсӑр тархасланӑ пек тӑрать. Анчах ҫапах та чӑн-чӑн чӗрӗ тӗрӗслӗх вӗсем енче, «кирлӗ пек пурӑнмастӑр!» текенсем енче. Ӑҫта кайса кӗнӗ вӗсем? Марьяна ҫиленмерӗ, хыттӑн кӑна ахӑлтатса кулса ячӗ те ытти хӗрсем патне чупса тухрӗ. — Ӑна пӗр ӗҫ тума шанса панӑччӗ. Вара Киш сунара кайнӑ хыҫҫӑнах, ялти чи вӑйлӑ сунарҫӑсем — Баунпа Бим, ӑна йӗрлесе хыҫалтан утнӑ. — Тен вӑл Кэмден-Бридже патӗнче ҫӗмӗрӗлсе кайнӑ поездрах пынӑ пуль. Вӗсен государствин тӗп законӗ тӑрӑх, корольпе унӑн икӗ ӑслӑ ывӑлӗ тата унӑн арӑмӗ утрав ҫинчен пӑрахса кайма пултараймаҫҫӗ. Шутласа пӑхӑр-ха эсир: сирӗн дуэль ҫинчен унсӑр пуҫнех калаҫма пуҫлӗҫ… Сад кӑвакрах, нӳрӗ сывлӑшпа тулнӑ; беседка умӗнче, пуҫӗсене пӗр-пӗрин мӑйӗсем ҫине хурса икӗ лаша — пӗри кӑвак, тепри хурарахскер тӑнӑ; вӗсем хыҫӗнчи сак ҫинче шурӑ кӗпе тӑхӑннӑ ҫын пысӑк вӗрен ҫыххине сӳтсе ларнӑ. Ку ҫуртӑн виҫӗ кантӑк алӑклӑ вӑрӑм подъездне шарса ҫунакан пӗр дюжин фонарь ҫутатса тӑнӑ. Унтан эсир ирӗклӗ, господасем… «Иконин тата Теньев», — сасартӑк профессорсен кӗтессинчен кӑшкӑрчӗ такам. Самолёта тытса пырса, Наумов ручкӑна хӑй ҫинелле туртрӗ, вара шӑрчӑк евӗрлӗ пӗчӗк машина, — ҫурҫӗрти фронтсенче «лесник», центральнӑйсенче «капустник», кӑнтӑртисенче «кукурузник» тесе ачаш ят панӑскер, — пур ҫӗрте те салтаксем шӳтлесе чӗннӗскер, анчах пур ҫӗрте те ватӑ, ӗҫре тӗрӗсленнӗ, кулӑшларах, боевой тус вырӑнне хурса хисепленӗскер, пур совет лётчикӗсем те тахҫанах ларса вӗҫме вӗреннӗ машина, ҫӳлелле вӗҫсе хӑпарма тытӑнчӗ. Пурте ҫӗнӗ картина умне чӗркуҫленсе ларнӑ, настоятель вара: «Ҫук, ҫын хӑй ӑсталӑхӗпе кӑна ҫакӑн пек картина ӳкерме пултараймасть: санӑн кистьпе ҫӳлти таса вӑй ӗҫленӗ, сана турра кӗлтуни пулӑшнӑ», тенӗ. Эпӗ ӗлӗк вӑл ята илтнӗччӗ. Икӗ айлӑм тӑрӑх вӗсем тӑшман позицийӗсем патнелле шуса пынӑ; малтисем ӗнтӗ траншейӑсем урлӑ каҫса кайнӑ. — Коктейльсем ӗҫекен ҫынсене нихҫан та ӑнланса ҫитерейместӗп. Олейник блиндажӗнче ҫулпуҫ сӑмахӗсене пурте чӗнмесӗр итлесе тӑчӗҫ, пӗр Умрихин ҫеҫ пурне те тарӑхтарса, пӗрмаях сӑмах хушма хӑтланса тӑчӗ. Кашни уйӑхри тӑватӑ пенс укҫа маншӑн йӳне килместчӗ: вӗсемшӗн эпӗ ҫав асаплӑ тӗлӗксемпе тӳлӗттӗм. Халӗ акӑ Аринушка патне кайӑпӑр», — терӗ. Бригада будки патне васкаса утрӗҫ. — Эп сана тиветӗп-и? * * * Ҫав кунран пуҫласа Разметнов хӑй патне вырнаҫнӑ мӑшӑр кӑвакарчӑна тем пекех тӑрӑшса пӑхма тытӑнчӗ. Ялхуҫалӑхӗнче начар техникӑллӑ тата кулак пусмӑрӗллӗ уйрӑм вак хресчен хуҫалӑхӗсен океанӗ вырӑнне халӗ пирӗн тӗнчери чи шултра, машинӑланӑ, ҫӗнӗ техникӑпа хӗҫпӑшалланӑ производство — колхозсемпе совхозсен пурне те ҫавӑрса илнӗ системи пур. Хулари чиркӳ ҫыннисемпе ятлӑ ҫынсем Глеба пӗри те юратман, анчах Артамонов ӑна шӑпах ҫавӑншӑн кӑмӑлланӑ. Хайхи пурте шыракан ҫын, ӑна халь вӑл ҫук ҫӗрте шыраҫҫӗ! Галли епле хӗпӗртенине куртӑр ӗнтӗ эсир. — Чӑнах, те. — Сирӗн типӗ ҫулпа, ҫыран хӗррипе каймалла пулать. Тытмалла та каймалла службӑран». Брехунов». Йӗри-таврара виҫӗ миля ҫывӑхӗнче йӗркеллӗ ларакан пӗр пӳрт те юлман: пӗтӗмпех ишӗлнӗ, юхӑнса пынӑ, пурте хӑйсен пурлӑхӗсене сутса ӗҫсе янӑ, чухӑнланса, ҫӗтӗлсе юлнӑ; пӗтӗм тавралӑх вӑйлӑ пушар е чума хыҫҫӑн ҫаралнӑ пек ҫаралнӑ. Пӗр-пӗрин ҫинчен нумай вӑхӑт хушши нимӗн пӗлмесӗр, уйрӑммӑн ҫапӑҫнӑ. Кайран стариксем Белая Церковьра ҫукки палӑрнӑ, япаласем те пулман. Халех тумалли ӗҫсем ҫине ярар мар атя. Чи малтанхи хутчен хама хисепленине туйрӑм. Оленина курсанах, вӑл сиксе тӑчӗ те тутӑрне илсе кӑмака патне пычӗ. Ҫӗнтерекенӗ пӗтӗмӗшпех илет пулсассӑн, эпир ирхине вунӑ сехетре виҫӗнетпӗр. — Майданниковпа иксӗмӗр эпир виҫӗ чӗрӗкшер сухаласа пӑрахатпӑр, лешсем вара… пурте ҫуршар теҫеттин. Чӳречесен кивӗ те тӗксӗм хупписем вырӑнӗнче ҫап-ҫутӑ кантӑклӑ чӳречесемпе йӑлтӑр кантӑклӑ алӑксем. — Эпӗ, так-ахаль, пурӑнма хӑнӑхайман-ха… — Ӑҫта-ха манӑн вырӑн? — салхуллӑн шухӑшланӑ вӑл. Вӗсем епле ҫивӗч курни ҫак тӗслӗхсенчен курӑнать. Сӑмахран, пӗррехинче эпӗ повар шӑнаран пысӑк мар тӑрин тӗкне епле ҫӑлса ларнине куртӑм, тепрехинче ҫамрӑк хӗр пурҫӑн ҫиппине ман куҫа курӑнман йӗп ҫӑртине тирнине куртӑм. Ҫакнашкалах тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн эпӗ ӑна ирех хӗнесе тӑкасшӑнччӗ, Пӗтӗм йӑрансем тӑрӑх утса ҫаврӑн — суха касси тарӑнӑшӗ пур ҫӗрте те ҫавнашкал унӑн! Пӗчӗкҫӗ те чухӑн пӳртсем, таса мӑр картишсем хушшинче, хӑш-пӗр ҫӗрте пӗччен капланса ларакан пысӑк та тӗксӗм дворецсем курӑнаҫҫӗ, ҫав дворецсем хӑйсен авалхи чаплӑхне сыхласа хӑварма тӑрӑшнӑ пек туйӑнать. Стариксен турра ӗненес кӑмӑлне кӳрентересрен сыхланса, асӑрханса калаҫса ларчӗ Давыдов. Ҫапла каласа хуни кашнинех чун-чӗререн тӗлӗнтерсех ячӗ. Вӗсем, чей ӗҫсе, сӗтел хушшинче ҫур ҫӗрчченех пурнӑҫ ҫинчен, ҫынсем ҫинчен, пуласси ҫинчен чунтан, уҫҫӑн калаҫса ларчӗҫ. Каян ҫӗрӗнче вӗсен вӑрманта каҫ выртма тивнӗ, пиҫиххине хӑйсем, сыхшӑн тесе, ҫӗр айне пытарса хунӑ. Нимӗнле выльӑх та ҫакнашкал мар. Елена унӑн уҫҫӑнӑх палӑракан кӗлетки ҫине, унӑн тӑсса хунӑ аллисене пӑхрӗ те, кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ хӑрушлӑх унӑн чӗрине касса кайрӗ. Хальхи вӑхӑтра ман пек ҫынсем вак-тӗвекрех ӗҫсем хыҫне пытанма мар, малти вырӑнта пулма тивӗҫ. — Художник, — шӑппӑн кулса хирӗҫлерӗ Берсенев. Эпӗ ҫакна ӑнланмастӑп: вӗсем камне мӗнле пӗлсе илме пултарнӑ-ха, ыйту акӑ мӗнре! Вӗсем майлӑ тӑракансем тата? — Эсӗ, Аркадий, чее мӗнпе ӗҫетӗн — хӑймапа-и е лимонпа-и? Сасартӑк сасӑ илтӗнсе кайни Зеба каялла ҫавӑрӑнса пӑхтарнӑ. Халӗ те, акӑ, вӑл ҫав ытлашши шанӑҫлӑ, вӑйлӑ ҫын хӑйне стена ҫумнелле асӑрхануллӑн шуҫтарса панӑ пукан ҫине лӑпкӑн майлашӑнса вырнаҫнине куҫ илмесӗр пӑхрӗ. Вӗсем халӑха пӑшӑрхантараҫҫӗ. Европӑна гастроле тухса каймалла пирки пӗр спектакль кӑна пулать! — Кӑмӑла каять мана Наташа, пӗлетӗн-и ҫавна? — терӗ сасартӑк хохол шӑппӑн. Халӗ ӗнтӗ эпир тепӗр «кандидат» Дунаев ҫине ҫиленсе пӑхнӑ пек пулатпӑр. Эпӗ халӗ вуласа панисенчен акӑ мӗн уҫҫӑн курӑнать: ку таранччен Вандейӑра сапаланса пӗтнӗ вӑйсене уйрӑм пуҫлӑхсем ертсе пынӑ пулсан, халӗ вӗсем пӗрлешме хатӗр тӑраҫҫӗ. Эпир нумаях та калаҫмарӑмӑр. Кашкӑр пек те, сурӑх пек те пӑхас пулмасть, урӑхларах кирлӗ… вылянас пулать вӗсен умӗнче: эсир — пирӗн атте, эпир — сирӗн ачӑрсем… ҫакна туса кӑтартмалла ӑна… вара ирӗлсех каять. — Э-эпӗ ҫав… Ку вӑхӑтра Бенгела, Конго тата Ангола ятлӑ виҫӗ пысӑк провинцирен тӑракан ҫак ҫӗрӗн пӗр пайӗ — кӑнтӑрти Нурсӑран ҫурҫӗрти Заир таран тӑсӑлакан ҫыран хӗрри ҫеҫ паллӑ пулнӑ. Корчагин ушкӑнӗ хӑйӗн участокне юртан тасатать. Ывӑлу — ӑҫта? — Ним те тума ҫук, Мина пичче, кӑштах чӑтса ирттерме тивет… ахальтен мар хамӑра апостолсем тесе чӗнтеретпӗр-ҫке, — кулкаласа пӗлтерчӗ Огнянов. Пушӑ пӳртре, юрпа витӗннӗ тӗксӗм ялта ҫапла пурӑнтӑмӑр ӗнтӗ эпир икӗ ача. Вӑл хӑй шӑлнӗн шикленсе калаҫнӑ сассине илтнӗ: — Пӑх-ха, атте. Вӗсем пысӑк ҫарсен тӗшне тӑраҫҫӗ: вӗсем Европӑна хӑратаҫҫӗ. Вӗсен хушшинче питӗ чипер сӑн-питлисем те пӗр иккӗ-виҫҫӗ пур. Эсир Боливи ҫынни мар вӗт? Князь Марья Кириловна аллине хулӑм тутӑр тыттарса, Троекуровпа иккӗшне балкон ҫине илсе тухрӗ. Киле таврӑннӑ ҫӗре, манӑн койка патӗнчи сетел ҫинче пысӑк конверт выртать. Ку мана пӗртте килӗшместчӗ. Каламасӑрах паллӑ, ҫаптарасси пирки хӑй мӗн шухӑшланине кукамай ӑна ӑнлантарнах, ҫавӑнпа вӑл пире ҫаптарма хӑймастчӗ; апла пулин те, вӑл час-часах, уйрӑмах мана, чӗр хулӑсемпе хӑрататчӗ тата fouetter сӑмаха (темле fouatter тенӗ пекрех) ҫав тери йӗрӗнтермелле тата мана ҫаптарасси ӑна питӗ савӑнтарас пек сасӑпа калатчӗ. Давыдовччӗ пулас? Кайран ӑнлантӑм вара, ӑна эпӗ унран йывӑртарах аманнӑ пек туйӑннӑ иккен. …Ку ӗнтӗ тӗлӗрнӗ хыҫҫӑн калаҫкалани кӑначчӗ. Пурне те хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн адъютантпа Саломыга лашасем ҫине сиксе утланчӗҫ. Тӗлӗнмелле куҫсем пулнӑ Лушаня Нагульновӑн! Ну, мӗн калӑн? Партейнӑй ҫынчӗ! — Ӑна шӑпах ангел темелле вӗт! Анчах та лутӑрканнӑ шӑмшак чул пекех хытса ларнӑ, хусканма та вӑй ҫитмест. Вӑрман чӑтлӑхӗнчен каялла килсе илтӗннӗ сасӑ та унран янравлӑрах пек туйӑнчӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, ҫӗр чӑмӑрӗ юлашки комета хӳрине пырса ҫапӑнассинчен ӑнсӑртран хӑтӑлса юлнӑ-мӗн, пулас комета вара, вӗсем шутласа кӑларнӑ тӑрӑх, тата вӑтӑр пӗр ҫултан килмелле, ахӑртнех вӑл ҫӗр чӑмӑрне тӗппипех пӗтерет пулмалла. Анчах ку пурте мар-ха. Лапутянсем шутланӑ тӑрӑх, хӗвел хӑйӗн хӗрӳлӗхне кулленех пӗтерсе пырса тата пӗтернӗ хӗрӳ вырӑнне вӑл урӑх нихҫан та хӗрӳ илме пултарайманнипе юлашкинчен нимӗн юлмичченех ҫунса пӗтмелле. Вӑл хӑй хӑюллӑ пулнинчен намӑсланчӗ, хӑраса ӳкрӗ. Эпӗ сӗтелӗн тепӗр вӗҫӗнче, кушакран аллӑ фут аякра лараттӑм. — Юрать! — килӗшнӗ Фома, унтан, пӑртак шухӑшласа ларсан, шеллӗ сасӑпа: — Эпӗ сана ху-урах пулӗ тесе шутланӑччӗ… — тесе хунӑ. Малтанхи кунсенчех пуҫланчӗ те малалла та ҫаплах, вӑйланнӑҫемӗн вӑйлансах, хаярлансах пычӗ. — Паллах, ӗҫ хыҫӗнчен. Урӑхла мӗнле пулма пултартӑр тата. — Ҫапла, анчах… — Макариха пушӑ аврипе картан ҫӳлти вӗрлӗкне шат! тутарчӗ те, Ерофей Кузьмич шартах сиксе илчӗ. — Паян вӑл мана япӑх паллӑ панӑшӑн вӑрҫса тӑкрӗ пулсан, ыран пусса пӑрахӗ хулиган вӑл! — терӗ Лихо. Аслӑ ывӑлӗ амӑшне йӗрӗнсе хӗрхеннӗ пек пӑхатчӗ, унпа пӗччен юласран пӑрӑнса ҫӳретчӗ, пӗччен юлсан вара, амӑшӗ ӑна арӑмӗ ҫинчен жалобӑсем парса пӗтеретчӗ тата укҫа ыйтатчӗ. Куҫса ҫӳремелли пурнӑҫ условийӗсене лексе, вӑл унпа чунтанах киленчӗ, ют ҫӗршывсем тӑрӑх нумай ҫӳренӗ хыҫҫӑн хӑйне хӑй тӑван килне лекнӗ пек туйрӗ. — Юратнӑ Марья Ивановна! — терӗм эпӗ юлашкинчен. — Эдуард, — тесе ячӗ Элен, — эсир лайӑх ҫынсенчен те лайӑххи пулатӑр! Темиҫе хут ҫине-ҫине каланӑ сӑмах Фома пуҫне кӗрсе юлнӑ, вара каҫхине вӑл, ашшӗпе апат ҫисе ларнӑ чух, сасартӑк:— Атте! — Мӗн? Киш ашшӗ питӗ хастар ҫын пулнӑ. Ялта выҫлӑх чухне вӑл Полярти тем пысӑкӑш шурӑ упана халӑх валли тытса парас тесе упапа кӗрешсе вилнӗ. Хӗрарӑм хӑранипе шартах сикрӗ. — Старик пӑшӑлтатса хушса хучӗ: — Уэлдон миссиспа пӗчӗк Джека ан манӑр!.. Динго — ҫапла чӗнеҫҫӗ йытта — Ҫӗнӗ Голландире пурӑнакан шултра хурал йыттисен ӑратӗнчен. — Ырӑ ҫыннӑм! — револьвер ҫинчен куҫне илмесӗр, каялла чакса пырса, кӑшкӑрса ячӗ джентльмен. — Эсир тӗрӗс каланине йышӑнмасӑр тӑма пултараймастӑп, — терӗ майор. Ирхине унпа миҫе хут тытӑҫса илтӗмӗр, а халь ав ҫывӑрма ман ҫумма килсе выртнӑ, тӗм амакӗ илсе килнӗ ӑна кунта, вӑратрӗ те — ҫапӑҫма хатӗрленет, шуйттан. Рада хӗрачана хирӗҫ утма тытӑнчӗ. — Тӗрӗксем! — терӗ пӗри. Анчах температура чакса пынипе, мана сивӗ пула пуҫларӗ; манӑн хырӑм та выҫса ҫитнӗччӗ, ҫавӑнпа пире аван йышӑнса хӑй патне кӗртнӗ хресчене тӗл пулнӑшӑн питех те савӑнтӑм. Нумай мар. Малти тӗнӗл, фургон тӗпне тахҫанхи ҫынсен меслечӗпе вырнаҫтарса лартнӑскер, самантрах ҫавӑрӑнса кайма пултараймасть. — Тав турра! Эпӗ те йӑванса кайӑп, манӑн та унӑнни ҫумне хутшӑнӗ; ӗҫле кана, йытӑ ҫури! Йывӑр аманнисене чирлисене Сухая Полянӑра хӑварма юраман ӗнтӗ. Анчах Степан Дятлов вилсе выртнӑ пӳртри салхуллӑ кил хуҫи арӑмӗ, Прасковья Михеевна, вӗсене пурпӗрех хӑй аллине парса хӑварма ыйтнӑ. Сан чеелӗх ҫуккишӗн Мункун ҫитсен эпӗ сана чиркӳ тӑррине кӳртӗп, чан ҫапӑн, хулана та курӑн… Ҫынсем курсан, кулса пӗтӗҫ. Анчах вексельсем саплашайманни ҫинчен вӑл кайран ҫеҫ, шхуна тухса кайсан ҫеҫ пӗлнӗ, ҫапла вара хӗрӗх сакӑр пин тенкӗлӗх парӑма тӑрса юлнӑ. Ватӑ ҫӑка аллейи замокӑн пӗрремӗш хапхи патнех ҫитет, ҫав хапхаран дворец патне илсе пыракан кӗпер пуҫланать. — Ну, ҫӗлӗк тӳпи мӗнлеччӗ? Шурӑ-и? Унччен те пулмарӗ, пилеш турачӗпе сулса илсе, вӑл сасартӑк кӑшкӑрса ячӗ: — Атте, пӑх-ха, килеҫҫӗ! — терӗ вӑл. Пӑван ун ҫине куҫхарши айӗнчен тинкерсе пӑхрӗ. Акӑ каллех пӗртте интереслӗ мар каланисем пуҫланчӗҫ, Том вара каллех асапланса ларма пуҫларӗ. — Ҫук. Шӑнӑрлӑ хулӑн мӑйӗ вӑкӑрӑнни пек картлӑ-картлӑ хутламланса тӑрать. Ҫакӑнта, халех, хӑвӑр умӑрта эпӗ вилсе каясса кӗтместӗр пуль вӗт эсир? Манӑн йытӑсем те пур, икӗ пӑшал пур, тетелсем те, кобылка та, хурчка та — пурте пур, турра шӗкӗр. — Эпир аттене тупатпӑр вӗт, чӑн мар-и? — тесе ыйтрӗ Роберт, темиҫе минут чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн. Тарҫӑ ҫул тӑрӑх кӑмӑллӑн пӑхса илнӗ те: «ҫук-ха, ҫук-с, курӑнмасть», тесе пӗлтернӗ хӑйӗн улпутне. — Ку мӗншӗн? — Пӑван — Феличе Риварес. Тен, ку фермӑра эсир хӑвӑрӑн Сан-Францискӑри ҫуртӑрта хӑнӑхнӑ пуянлӑхах кураймӑр, апла пулин те, ҫӗршывӑн чи тӗттӗм кӗтесӗнчи асьендӑсенче те хӑтлӑх ҫуках мар. Вӗсем тесен вӑл вута-шыва кӗме хатӗр. Вӑл чупса кайнӑ ҫӗрте те вилесем халь кӑна пулнӑ вырӑнтинчен каях мар иккен. — Павлович. Амӑшӗ тепӗр пӳлӗмре, диван ҫинче, ачан кашни хусканӑвне асӑрхаса, унӑн тӳсӗмсӗр сӑн-питӗнчи кашни улшӑнӑвӗпе савӑнса, сывламасӑр тенӗ пек, ал ӗҫӗпе ларать. Кузьма Ярцев хӑвӑрт кӑна каска козырёкне ҫӗклесе пӑхрӗ. Тӗпӗ-йӗрӗпе эпӗ вӗсене каяс умӗн хам каласа парӑп. — Паллах. Ҫакнашкал хӗсӗрлеҫҫӗ пулсан, мӗнле пурӑнмалла-ха манӑн? Эпӗ — ялти ҫын мар… Офицерсем ҫук, хамӑр эпир — тӗттӗмскерсем, ҫул-йӗре те ҫӑлтӑрсем тӑрӑх кӑна чухлакалатпӑр… Австралин ылтӑнран пуян хӑйӑрӗсем усал та ылтӑнран пиҫнӗ ниме те хисепе хуман авантюристсен кӑмӑлӗсене астарнӑ. Эпӗ ҫав тери хӑраса ӳкрӗм, ӗмӗр ешӗл тӑракан юмансен чӑтлӑхне чупса кӗтӗм те, шӑши пек пытанса лартӑм. Тепӗр сасӗ ответлерӗ. Мӗнле арӑш-пирӗш те пӑтравлӑ япала! Вӑл аран-аран ман ҫине куҫ уҫса пӑхрӗ те (пӗр куҫне ҫапса суранлатнӑ), аран-аран, такӑна-такӑна ҫапла каларӗ: — Ху тӑвас тенине турӑн, вӗлертӗн… Вӑл нумай каласа кӑтартатчӗ, эпӗ ӑна сӗмсӗрленсе итлесе лараттӑм, вӑл мӗн каласа кӑтартнине пурне те лайӑх астӑватӑп, анчах савӑнмалли пулнине пӗрре те астумастӑп. Тен, ҫак кӗнекене вулакан эпӗ хам ҫине мӗнле обязательствӑсем илнине пӗлесшӗн ҫунать пулӗ. Ҫавӑнпа эпӗ кунта ҫав документа пӗтӗмпех те тӗрӗс куҫарса паратӑп. Луччӗ эс мана хамӑн Оксанӑна пар!» тенӗ пулӑттӑм. Андрей тимер кӑмака умӗнче пӗр лутра каска ҫинче ларать. — Хавхалантар, хавхалантар! Тепре тӗл пулма та тӳрӗ килчӗ-ши — турӑ кӑна пӗлет!.. Оленин пӳлӗмне питӗрӗнсе ларчӗ те хӑйӗн дневникне ҫырма тытӑнчӗ. «Нумай япала ҫинчен тепӗр хут шутласа пӑхрӑм, нумай улшӑнтӑм эпӗ ҫак юлашки вӑхӑтра, — ҫырчӗ Оленин, — вара азбукӑра ҫырни патне ҫитсе тӑтӑм. Телейлӗ пулас тесен, пӗр япала кирлӗ — юратмалла, хӑвна ху шеллемесӗр юратмалла, юратмалла пурне те тата пур япалана та, пур еннелле те юрату танатине сапаласа пӑрахмалла: кам лекет, ҫавна тытмалла. Каярахпа, ХV-мӗш ӗмӗрте, ҫӑлтӑрсен чаплӑ каталогне Самарканд ханӗ Улуг-бек хушнипе тунӑ. Кӗлмӗҫлентӗмӗр вӗт, ав мӗнле… Хӗрлӗ хӗлхем урам варринче ҫӗкленнӗ. Акӑ пӑхӑр, мӗнле картинӑсем: акӑ пӳлӗмне ӳкерет. Пуҫ пӗҫертет. Унӑн ытти чух хӗсӗнерех тӑракан куҫӗсем чарӑлса уҫӑлсан, сӑнӗ-пичӗ пачах улшӑнса, ҫутӑлса каять. Аппӑшӗпе йӑмӑкӗ икӗ пӗчӗк пӳлӗмре пурӑнаҫҫӗ. Акӑ, Софья Павловна, аллисене халсӑррӑн лӑштах ярса тӑрать, — шӑпах пӗркун хӑйӗн хӑна пӳлӗмӗнче тӑрса юлнӑ пекех… Анчах эс таврӑнтӑн — йӗрӗнсе кӑшкӑрчӗ Ромашов, — ҫавӑнтан вара санӑн кун-ҫул пӗтӗмпех ӑнса пычӗ. Ун умӗнче салху сӑн-питлӗ мӑнукӗ Коля тӑратчӗ. Апатланмӑшпа ҫывӑрмӑшсен стенисене улӑм тӗслӗ чӑптапа сӑрнӑ. — Петицисемпе нумай ӗҫ тӑвӑр эсир! — терӗ вӑл. Ырӑ ҫыннӑмӑр, Давыдов!.. Чӗрӳнте ҫиллӳне тытса тӑманшӑн… усала асра тытманшӑн… Вара Фома, тинкерӳллӗн сӑнаса пынӑҫемӗн, вӗсен ахлатӑвне, вӗсем пурнӑҫ ҫине ӳпкелешнине питех шанма кирлӗ маррине туя пуҫланӑ. — Ҫанталӑк ҫинчен калаҫса илтӗмӗр, — куҫне пӑч та хупса кӑтартмасӑр хуравларӗ Макар. Ҫуртра — тӗттӗм, шӑп. Прери вӑл — пысӑк кӗнеке, мисс Пойндекстер, интереслӗ пысӑк кӗнеке, ӑна вулама ҫеҫ пӗлмелле. — Астӑвӑр, мсье Вольдемар, кӗрсе ҫӳрӗр пирӗн пата! — кӑшкӑрчӗ те Зинаида каллех кулса ячӗ. Дымок «Охо!» тесе кӑшкӑрса илнӗ хыҫҫӑн, ыттисем те кӑшкӑркалама тапратрӗҫ: — Халӗ пирӗн хамӑрӑн власть! — Халӑх влаҫӗ! — Хӑвалӑр ӑна, ачсемӗр! — Ӑҫтан килнӗ, ҫавӑнтах кай! — Килнӗ кунта йӗр-ке ты-та-кан-ни!.. Кӗлет умнелле пуринчен малтан, хулпуҫҫисене маттуррӑн выляткаласа, кула-кула хыҫалалла ҫаврӑнса пӑхкаласа, Дымок утрӗ. Ҫут тӗнчере мансӑр пуҫне ҫын сахал-им! Пирӗн час-часах ун урлӑ каҫма тивет, доктор ҫав тери тарӑхать, мӗншӗн тесен унӑн лаши шывра кашнинчех чарӑнса тӑрать. Эпӗ пӗр хам пирки ҫеҫ каларӑм. Вӑл тӑварлӑ нӳрӗ шӑршӑпа сывланӑ, пӑрахутсен ҫумне, ҫырана лӑпкаса, тата Челкаш киммине хуллен кӑна суллантарса, ачашшӑн шӑпӑлтатнӑ. — Мӗн ыйтатӑн? Тиховпа Калитин хушаматлӑ ҫамрӑк астрономсем Марсӑн каналӗсене ӳкерсе илме пултарнӑ, унта сарлакисемпе ансӑррисем, вӑрӑммисемпе кӗске каналсем питӗ нумай. — Научнӑй ӗҫпе килекенсене, — терӗ хуралҫӑ. Пӗчӗкҫӗ тӑваткал хура чӳрече ҫинче темле курӑк ҫулҫисем каркаланса тӑраҫҫӗ, вӗсем хускалмаҫҫӗ, тимӗртен тунӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ай, ан та калӑр мана! — Ку — княжна-и? — ыйтрӗ вӑл манран. Кӑкӑрне ҫурса яракан вӗри пӗҫерсе илнӗ еннелле тайӑлнӑ; сулӑнса кайнӑ, нимӗн сас кӑлармасӑр сывлӑша ыталаса илнӗ, кӑкӑрне вӗри аллисемпе ярса тытнӑ, малалла сикес тенӗ чухнехи пек пӗкӗрӗлнӗ, хытса кайнӑ пӗвӗпе ҫӗре ӳкнӗ, вара кӑвак куҫӗсем чикӗсӗр аслӑ ҫеҫенхир анлӑшне пӗр сиккеленми тӗллесе пӑхнӑ. Айртон кают-компанине кӗчӗ. — Кашкӑр сурӑха хӑй йӑви ҫывӑхӗнче пӑвмасть… Гленарванпа пӗрле Джон Мэнгльс йывӑр сехетсене пурӑнса ирттерет. Хӗрарӑм патша ҫапла каланӑ: монарх пуҫ пулса тӑнӑ ҫӗрте чӗрери пархатарлӑ шухӑшсене пусмӑрламаҫҫӗ, этем ӑсӗпе тунӑ чаплӑ ӗҫсене, поэзине тата художествӑна кураймасӑр тӑмаҫҫӗ; пачах урӑхла, уйрӑм монархсем вӗсене хӳтӗлекенсем пулнӑ, Шекспирсемпе Мольерсем монархсен хӳттинче ӗҫлесе чапа тухнӑ, ҫав вӑхӑтрах Дант хӑйӗн республикӑлла тӑван ҫӗршывӗнче кӗтес тупайман; чӑн-чӑн генисем республикӑлла террорпа политикӑлла ирсӗр ӗҫсем пулса иртнӗ вӑхӑтра мар, патшасемпе патшалӑх хӑватлӑ пулнӑ вӑхӑтра ҫуралса тухаҫҫӗ, республика ку тарана ҫитсе те тӗнчене пӗр поэта та парнелемен-ха; поэт-художниксене уйӑрса илме пӗлмелле, мӗншӗн тесен вӗсем никама та пӑлхатмаҫҫӗ, никама та хирӗҫтермеҫҫӗ, чӗрене килӗшӳпе канлӗх кӑна парса тӑраҫҫӗ; ученӑйсем, поэтсем, искусство ҫыннисем вӗсем — императорсен коронинчи бриллиантсем; вӗсем аслӑ государь ӗмӗрне илемлетсе кӑна тӑраҫҫӗ. Анчах ак Катя Сивцев-Вражека куҫса килчӗ те — ҫавӑнтан вара вӑл тӗлӗнмелле улшӑнса тӑчӗ. Ҫапла тасатнӑ сӗлӗ тӗшшисене кайран чылайччен икӗ чул хушшине хурса сӑтӑртӑм, унтан шыв ярса чуста ҫӑртӑм, ӑна кӑвар ҫинче пӗҫертӗм, ӑна вара сӗтпе сыпса вӗри халлӗнех ҫисе ятӑм. Тархасшӑн! Каҫ тӗттӗмӗпе усӑ курса таркӑнсене ҫавӑн урлӑ дикарьсене систермесӗр тухма май килсен, вара вӗсем хӑйсем тарнине асӑрхиччен сӑртсем хушшинче пытанса ӗлкӗрессе шанма пултараҫҫӗ. — Ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе шухӑшлатӑн, шухӑшлатӑн… Ку эсир пулма пултарас ҫук вӗт, мисс Пойндекстер? Ӳхӗр, Гордеев! Приказчик аллисене ҫанӑсем ӑшне пытарса лартса, усаллӑн кулать те турра авалхилле хисеплессине сыхласа усракансене, ачасене хӗтӗхленӗ пек, хӗтӗхлет. — Ҫавӑн пек ӑна! — Ҫумӑр пӗлӗчӗ пекех… Акӑ ӗнтӗ халь эпир Уйӑх пушӑ та хура ҫӗрте ирӗккӗн ҫакӑнса тӑракан пысӑк чӑмӑр иккенне тата ун хыҫӗнче, виҫсе тухма ҫук инҫетре, пиншер ҫӑлтӑр ҫуталнине уҫҫӑнах куратпӑр. Пире тата тепӗр тӗлӗнмелле сӑнав тума май пулчӗ: кунти тӳпере ҫӑлтӑрсем чӑл-чӑл туса йӑлтӑртатмаҫҫӗ — вӗсен урлӑшне виҫме те май ҫук, мӗншӗн тесен вӗсем ҫав тери пӗчӗк ҫутӑ пӑнчӑ евӗр туйӑнаҫҫӗ. Ури хӑй чиперех, чӗнӗсем ҫеҫ татӑлса ӳкнӗ, анчах мана вӑл вӑрӑмрах, Джима кӗскерех. Тепӗр урине эпир темӗн чухлӗ шырасан та тупаймарӑмӑр. — Манпа пӗрле пурӑнма тытӑнас пулсан, тунсӑхлама тытӑнать». Вӑл ҫав мексиканецсемех пулнӑ. «Мейӗр, кӳпӗр, пырӑрсене лактарӑр хӑвӑрӑн инструментӑрсемпе!» — темелле кӑна. — Савнӑ мистер Стумп, эсир ҫакна мистер Джеральда кайса паратӑр вӗт? Йытӑ вӗрсе яни Огнянова таҫтан сылтӑм енчен ҫывӑхранах илтӗнсе кайрӗ, урӑхран тата илтӗнмерӗ те. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗ ҫав конституцисенчен йӑлтах тепӗр майлӑ — пӗтӗмӗшпех интернационаллӑ. Эп малтан санӑн пиччӳне хӑтарса, кайран унӑн чунне илсе, хам мӗн тумаллине ҫеҫ турӑм. — А халь пӗлесчӗ манӑн, сэр, мӗншӗн эсир ӑна манран ыйтатӑр! — тесе ыйтрӗ вӑл. Ача тата уҫҫӑнрах кулса илчӗ те, амӑшӗ ҫине пӑхса, хӗрелсе кайрӗ… Дами пит хитрескерччӗ; вӑй-хӑватлӑскер те мӑн кӑмӑллӑскер, вӑл кӑмӑла каякан хулӑмрах сасӑпа калаҫатчӗ, ҫынсем ун патӗнчен пит инҫетре тӑнӑ пек, вӑл вӗсене лайӑххӑн курман пек, пурин ҫине те пуҫне каҫӑртса, куҫӗсене кӑшт хӗсерех пӑхатчӗ. Ҫак меслетпе вӗренесси арҫын ачан кӑмӑлне кайрӗ. Бей полицейские темӗн пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ те? лешӗ Стефчов патнелле утрӗ. — Кирияк, — терӗ ӑна полицейски хӑлхаран, — бей сана урама тухса пӗр пирус туртма хушрӗ, чӗрӳ чӑтаймасть иккен санӑн. — Эсӗ мӗн, кунта ӗҫлесе пурӑнатӑн-и? — тесе ыйтрӗ вӑл ыйӑхлӑ хӗртен. Снеффельс кратерӗ ӳпӗнтерсе хунӑ пысӑк конус евӗрлӗ, конус шӑтӑкӗн диаметрӗ пилӗк километра яхӑн пулмалла. Халӗ ҫак хура шӑпа ман умра выртать. Анчах кӑмрӑкпа ҫырнинчен, чӗрнепе йӗр тунӑ пек, йӗрсем ҫеҫ тӑрса юлнӑ. — Ӑнланаймарӑм-ха, мӗн тӗлӗшпе? Унӑн пичӗ чӗри ыратнипе мар, ӗҫ тухманнине пула намӑсланнипе хӗрелчӗ. Ҫавӑнпа Паганель ҫӑлри шыва кӗрсе ҫӑвӑнса тухмарӗ. Салтак тесе эпир хӑйне нихӑш енчен те кӳрентермен ҫынсене пӗр шеллемесӗр мӗнле пулсан та ытларах вӗлерме тара тытнӑ хам евӗрлӗ ехусене калатпӑр. Пӑлат ҫинче, кӑмака ҫинче ачасем курӑннӑ. Унтан вара, ирсӗр тӑкӑрлӑксем тӑрӑх чылайччен ҫапкаланса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫав таврашра ишӗлнӗ кивӗ хӳмесем ҫеҫ асӑрхарӑм та, каярахпа шӑпах тинӗс хӗрринче ларакан пӗр пӗчӗк пӳрт умне ҫитсе чарӑнтӑмӑр. Халь кӑна савӑнни ҫавӑнтах иртсе кайрӗ. Кӗскен каласан, тӗлӗнтермӗш этем. — Кун пирки эпӗ пӗлетӗп-ҫке-ха. — Мӗн эсӗ! — терӗ старик, ӗненмесӗр. — Ваҫили Андрейч, эпӗ хам та пит таврӑнасшӑн та, таҫталла каймалла. Луиза пӑшӑрханнипе лара-тӑра пӗлмен. Кун пек ӗҫ тӑвасси пит ансат, нимӗнле чӑрмав та ҫук; ҫавнашкал ансат ӗҫсемех пурнӑҫра хӑш чухне темӗнрен ытла пулӑшаҫҫӗ; Мери Джейн та канлӗ пулать, мана та нимӗн те мар». Салтаксене ҫакна ҫеҫ ӑнлантарса пачӗҫ: чакма хушакан приказ киличчен, мӗнле пулсан та, тытӑнса тӑмалла, нимӗҫсене пӗр утӑм та малалла ямалла мар. Чи кирлӗ ӗҫсене тума чӑрмантармасӑрах, Яхно комиссар ҫак каҫхине салтаксен ҫапӑҫас вӑй-халне хӑпартлантарса ячӗ тата вӗсен чун-чӗрисене ҫапӑҫӑва хатӗрлентерсе ҫитерчӗ. Амӑшӗ хулпуҫҫи ҫине тутӑрне уртать те лӳчӗркенсе пӗтнӗ кивӗ шӗлепкине тӑхӑнать. Пурне те ҫавӑрса илнӗ канӑҫсӑрлӑх Бенедикт пиччене ҫеҫ тӗкӗнмерӗ — вӑл лӑпкӑн ҫывӑрчӗ. Тата кӗтесси Еленӑна та тертлентерсе ҫитерчӗ; ӑна Инсаровӑн шурса кайнӑ сӑн-пичӗ, вӑл ырханланни шиклентерчӗ… вӑл тӑтӑшах унӑн улшӑннӑ пит-куҫӗ ҫине шиклӗн пӑхкаласа илет. Ҫав вӑхӑтра Елена та ҫула тухма хатӗрленчӗ. Лешсем ҫӑмӑллӑн сывласа, хӑвӑрт ларчӗҫ. Унӑн мӑн сӑмсаллӑ ҫаврака пичӗ вӑл мекӗрленнипе мӑкӑрӑлса каятчӗ, кӑвак куҫӗсем, шикленнӗ пек мӑчлаттарса, тӗттӗмре улшӑнса кайнӑ япаласене асӑрхаса пӑхатчӗҫ. — Ҫыр тетӗп!.. Тӑнне ҫухатса, вӑл месерле кайса ӳкрӗ, тӳсме ҫук ыратнипе пуҫне каялла янӑ хӑй, сулахай аллипе алӑк янахӗнчен пуля хӑйпӑтса кӑларнӑ сӳсленчӗк турпаса чӑмӑртанӑ. — А эсӗ? — тесе хучӗ ӑна пекарь, куҫне ун ҫинчен илмесӗр, салхуллӑн. Кӗрсе лартӑм вара, лармаллипех. — Вӑл йывӑррӑн сывласа илчӗ те, ҫурӑмӗ хыҫӗнчи кутамккине силлерӗ. Павка арча хыҫӗнче выртакан ҫӗтӗк татӑкне илсе, кӗсъине чикрӗ, унтан никам сисмелле мар алӑкран тухса сад урлӑ чупрӗ, хӳме урлӑ сиксе каҫса, вӑрманалла каякан ҫул ҫине тухрӗ. Хӑранипе тата ыратнине тӳсеймесӗр эпӗ хуллен макӑрса ятӑм, куҫҫуль юхни ан курӑнтӑр тесе, куҫсене хупрӑм, анчах куҫҫулӗ куҫ хупанкине ҫӗклентерет, тӑнлавсем тӑрӑх юхса, хӑлхасем ӑшнелле пырса кӗрет. Эпӗ сан пиччӳне духовник аллине патӑм вӗт. Тӑватӑ ҫул хушши эпир иксӗмӗр казакӗ вӑкӑрӗшӗн, вӑкӑрӗ казакӗшӗн ӗҫлерӗмӗр… Анчах кам-ха ҫав голова? Мӗнле ҫын? Мӗн пирки-ха ялта ун ҫинчен ырӑ мар сӑмах-юмах ҫӳрет? Темиҫе салтак мала сиксе тухрӗ. Эпӗ ку предмета начар мар пӗлеттӗмччӗ, анчах алгебрӑпа икӗ ыйтӑва темле майпа учительтен пытарса хӑварнӑччӗ, вӗсене хам пачах пӗлместӗмччӗ. Вӑл куҫӗ курнӑ ҫӗрелле утнӑ. Ҫук, Давыдовӑн арҫын кӑмӑлне илӗртмен ҫак ҫамрӑк хӗр юратӑвӗ, ун ҫинчен тахҫанах пӗтӗм бригада пӗлнӗ ӗнтӗ, анчах вӑл халӗ кӑна малтанхи хут илтсе пӗлчӗ. — Эп пӗлетӗп сан калас тенӗ сӑмахна, пӗтӗмпе пӗлетӗп! — пӳлче ӑна Гинка, ҫилле хывса. — Мӗнех вара, ӗҫӗр эппин, вӗсен юнне, тӗрӗксен аллине тытса парӑр, касӑр, чикӗр, пайӑн-пайӑн вакласа турӑр, леш атьсене эсир ӗнер касса вакланӑ пек!.. Халл капитан тӳрленсе тӑчӗ. Эпӗ шикленсе илтӗм, анчах тӑна ҫухатмарӑм. Хорунжи — хӗрӗхелле ҫитнӗ, шӗвӗр те кӑвак сухаллӑ, типшӗм, ҫинҫе те хитре тата хӑйӗн хӗрӗх ҫулӗшӗн ытла та ҫамрӑк курӑнакан ҫын. — А сире мӗн чул кирлӗ? — тавӑрчӗ леш. Вӑл, ашшӗ ҫине пӑхса кулкаласа илнӗ те, часрах палуба ҫине анса, пӗр матрос патне пырса тӑнӑ. Матрос урайӗнче ларнӑ, вӑл швабра тума канат татӑкне сӳтнӗ. Сережа амӑшне ним каламасӑр пуҫ тайрӗ, унӑн аллине чӑмӑртарӗ, пӳлӗмрен тухса, булкӑсем илсе килчӗ те сӗтел хушшине ларчӗ. Галилей тата тӑватӑ планета тупнӑ тенине йышӑнас пулсан, планетӑсем вунпӗр те пулнӑ пулӗччӗҫ, ун пек пулма пултараймасть! — тенӗ. Анчах халех хӗҫ-пӑшалӑрсене парӑр. Пысӑккӑнах шӑйӑрӑлман пулин те, ҫапах та вӑл темле хытӑ япала ҫитсе ҫапӑннипе пулнӑ пулмалла. Джеммӑн, ӑна ҫав асапран хӑтарас тесе вилме те хатӗр пулнӑскерӗн, унпа юнашар, ун хуйхи ҫине ахалех пӑхса тӑмалла пулчӗ! Василий Иванович ӑна шыв пачӗ те, май килнӗ чухне унӑн ҫамкине тытса пӑхрӗ. Гриша, ҫинӗ май, пуҫне сулать. — Ҫапла ҫав… Кавалерире службӑра чухне айван ҫамрӑк офицер парӑмсем тунӑ та, полк кассинчен пӑртак укҫа илнӗ пулнӑ. — Урӑхла каласан, шанса панӑ общество укҫине вӑрланӑ пулать? Хӗрлӗ кӗпе тӗсӗ ӑна ачашласа хӑй патнелле туртать, кӳмепе ун айӗнче ҫывӑракан ҫынсем вара пӗлес килнипе канӑҫсӑрлантараҫҫӗ; ахӑртнех, кӗпен илемлӗ тӗсне курса тата унта камсем пуррине пӗлесшӗн пулса, хӑй те сисеймен пулӗ вӑл, ялтан ҫакӑнта ҫити аннӑ та халь акӑ хӑйӗн хӑюлӑхӗнчен хӑй тӗлӗнсе тӑрать. Дик Сэнд куляннипе типсе ҫунсах кайрӗ. Хыҫалти лавсем те чарӑнчӗҫ. Ҫывӑрас килекен пулчӗ. Итлӗр, эсир текех пирӗн патӑмӑрта пулмалла мар. — Эсӗ ун чӗлхине чар пӑртак, — хушса хучӗ Петр Никоновӑн пушӑ сӑнӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илсе, ҫав вӑхӑтрах:«Вӑт, ӗҫе епле ансат тума пулать» — ҫӑмӑллӑн шухӑшларӗ вӑл. Вӑл мана эпир Том Сойерпа вуникӗ пин тупни ҫинчен те (тульккӑш ун сӑмахӗ тӑрӑх эпир ҫирӗм пин тупнӑ пулать), манӑн атте ҫинчен те каласа пачӗ: атте пӗтнӗ ҫын иккен, эпӗ те пӗтнӗ ҫын; юлашкинчен мана мӗнле вӗлернине те пӗлтерчӗ. Анчах Мак-Набс мӗн чул ыйтусем парса айӑккинчен тӗрте-тӗрте ыйтсан та, Паганель хӑйӗн вӑрттӑнӗ ҫинчен каласа памасть, шарфне хӑй тата лайӑхрах чӗркесе ҫыхать. Макӑрма пултараймарӗ вӑл, — унӑн чӗри пӑчӑртанса, типсе ларчӗ, тути хӗрри те типрӗ, ҫӑвар ӑшӗ ҫунса тухрӗ. Вальс ташланӑ чух княҫӑн пӗр хӗрӗ ман пата пычӗ те, ку ҫемьери ытти ҫынсем пекех йӗрке ячӗпе ӑшӑ кӑмӑллӑ пулса, эпӗ мӗн пирки ташламанни ҫинчен ыйтрӗ. Ӑнсӑртран ейӳве тухнӑ шывсем часах чакса лараҫҫӗ, мӗнчул ейӳ вӑйлӑ, чакасси те ҫавӑн чухлӗ часах чакать. Амӑшӗ кун пек историсене нумай илтнӗ, анчах нихҫан та ӑнланайман: мӗншӗн-ха ун пек пулнисем ҫинчен ҫавӑн пек лӑпкӑн, пурпӗр пулмалли ӗҫ ҫинчен сӑмах пынӑ пек каласа параҫҫӗ? Малтанхи икӗ ҫулта — классикӑлла литературӑпа тӗплӗн паллашасси, французпа нимӗҫ чӗлхисене тӑтӑшшӑн вӗренсе пырасси, музыкӑпа аппаланасси. Хижнякпа Бойко-Глухова вӗлерни ҫинчен хыпар Шырланпуҫа ҫитнӗ кун колхоз правленийӗнче Давыдовпа Нагульнов иккӗн ҫеҫ ларатчӗҫ. Коньяк ӗҫес килет-и? Чӗппи чирлеме пуҫласан, вӑл ӑна тӑрантарать, ӑшӑтать — урӑх ним те ҫук. Вӑл вӗсене аллисемпе хупларӗ. Лектер кӑна вӑл ман алла!» — шухӑшларӗ Алвиш. Вӗсем эпӗ якӑрсен каначӗсене каса-каса татнине курсан, карапсене ҫилпе хумсем ҫине кӑларса ярса пӗр-пӗринпе ҫапӑнтарать пулӗ, тесе шутланӑ. Анчах эпӗ пӗтӗм флота туртса кайнине курсан, пурте вӗсем ним тума аптранипе кӑшкӑрса макӑрма тытӑнчӗҫ. — Ҫук! — терӗ Павел. — Эсир пӗлетӗр-и, мадам Александрин, вӑл фасона Салаши сарнӑ. Эпир выльӑхсем пулнӑ пулсан, хамӑра калаҫма юраманни ҫинчен пӗлсе тӑнӑ пулӑттӑмӑр; кунта вара пачах та урӑхла — калаҫмалла, анчах калаҫмалли ҫук, мӗншӗн тесен калаҫса тумалли ӗҫсем пире интереслентермеҫҫӗ. Вӗсем пӗрмай хӗвелтухӑҫнелле пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа та караван йӗрри тӗлӗнмелле тӳрӗ линипе тӑсӑлса юлать. Хӑмпӑпа ҫапакансен ӗҫӗ темиҫе ҫын пӗрле пухӑнсан, калаҫмалла пулнӑ ҫыннине тутаран, итлемелле пулнӑ ҫыннине сылтӑм хӑлхинчен кӑштах хӑмпӑпа ҫапса илесси кӑна пулнӑ. — Халӗ ӗнтӗ юланутсем кӗсресем хыҫҫӑн мар, кӗсрисем юланутсем хыҫҫӑн хӑваланӑ тесе каласшӑн. Андрощук котелокне пӑтратрӗ те, тутисене тӑсса чейне тутанса пӑхса, малалла калама тытӑнчӗ: — Анчах йытӑлла вилӗм те пулать. Унӑн ҫамрӑк та ҫаврака сӑн-питӗнче, хура йӑваш куҫӗсенче, мӑкӑрӑлса тӑракан хитре тутинче тата шурӑ аллисенче темле ачалла кӑмӑллӑх, хӑй ҫине пӑхтаракан темле илемлӗх пур. Нимех те мар! — сиввӗн тавӑрчӗ Челкаш, малалла утса. Пурте ним калама аптраса сехӗрленсе ӳкрӗҫ. Прерире мустанг ҫителӗклӗ. Пуянлӑх! праҫникре умран юличчен ҫи хуть». («Эй! Вӑл юратса пӑрахнӑ!» — шухӑшларӑм эпӗ каллех.) Тӗрлӗ шухӑшсемпе пӑшӑрханакан пӗчӗк ҫар ҫыннисем чӑнкӑ ҫыран хӗрринче, йывӑҫ тӗмесем хушшинче, тӳрем сӑртлӑхра, типӗ варта кӗпӗрленсе тӑраҫҫӗ. Салтаксенчен хӑш-пӗрисем башня вышки тӑррине те хӑпарса кайнӑ. Каҫхи сывлӑш тӑрӑлса, ҫӑмӑлланса пырать. «Ӑҫтан килнӗ ку этем? — тесе шухӑшларӗ вӑл. О, сэр, каласа парӑр, мӗнле чир унӑн тата мӗншӗн чирлесе кайнӑ вӑл? Жозе-Аптониу Алвиш аллисене сӑтӑркаларӗ. Дымовпа Кирюха та, Степкӑна курса, хӑвӑрт салтӑнчӗҫ те пӗрин хыҫҫӑн тепри, хыттӑн кулса та савӑнса, шыва сикрӗҫ. — Сашенька кирлӗччӗ… Юлашкинчен вӑл тӑчӗ, ҫурта ҫутрӗ, халат тӑхӑнчӗ, ҫӳлӗк ҫинчен Раумерӑн Гогенштауфенсен историйӗ произведенин иккӗмӗш томне илчӗ те, пӗр-икӗ хутчен ассӑн сывласа янӑ хыҫҫӑн, тимлӗн вулама пуҫларӗ. Вара кӗнекене хупса тавар илекен ним чӗнмесӗр тухса каять. Хӑйӗн чӗринче мӗн пулса иртнине Эвелина питех палӑртман пулас, анчах юлашки вӑхӑтра вӑл Макҫӑм ҫине пачах урӑхла пӑха пуҫланӑ, унӑн хӑш-пӗр сӗнӗвӗсене, вӗсем пит темех мар пулин те, нихҫанхинчен те ҫине тӑрарах хирӗҫлеме пуҫланӑ. — Апла-а! — пусӑрӑнчӑклӑн сас пачӗ Сизов ӑна хирӗҫ, унтан, пер хушӑ чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн, хӗрпе юнашар утса, ун ҫине пӑхкаласа илсе:— Ну, амӑшӗ, сыв пул! Кровать ҫинче пӗр тӗллевсӗр йӑваланса выртас килет пулсан — урӑхла тӑвӑр. Ячейка пухӑвӗнче килӗрен ҫӳремелле тесе йышӑнчӗҫ. Полковник пуп хӗрӗпе пӗрре ҫавӑрӑнма та ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк часовойсем чупса кӗрсе:— Театра Павлюк ҫыннисем ҫавӑрса илеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗҫ. Вӑл пирӗн ҫылӑхлӑ тӗнчешӗн ытлашшипех аван, ҫавӑнпа та ӑна ырӑ сӑмахпах леш тӗнчене ӑсатсан, аванах пулӗччӗ. Дымов, хускалас умӗн, Пантелей патне пычӗ те:— Мӗн ятлӑ вӑл? — тесе ыйтрӗ. Пӑван ҫилленсе тутине ҫыртрӗ. Пӗр чӗрӗкне пуҫласа, эпӗ стамбулкӑна султан табакӗ текен вӗтӗ туранӑ хӗрлӗрех сарӑ табакпа тимлӗн тултартӑм, ҫиеле ҫунакан ӑвӑ хутӑм, вара чӑпӑка вӑта пӳрнепе ятсӑр пӳрнесем хушшине тытса (алла кунашкал тытни мана уйрӑмах килӗшетчӗ), тӗтӗм ӗмме тытӑнтӑм. «Ӑҫта илсе каяс?» терӗ шуйттан, хурланса. Окуневӑн кивӗ пиншакӗ ӑна вуҫех ӑшӑтмасть, калушӗ ӑшне юр кӗрсе тулать. — Мана эсир тума килӗшнӗ ӗҫ кӳрентермест, — терӗ вӑл салхуллӑн. Татах ыйтатӑп: «Вӑкӑра та производитель теме юрать-и?» Яков чӗркуҫленсе тӑрса, кӑкрипе сак хӗррине таянса вулать. Сулкаланса та, сиккелесе те илмест, ман маттурскерӗм! — Ҫапла, хирург лӑпкӑ, анчах ман тавра тӑракан ҫынсем хаяр, — хирӗҫ тавӑрса каларӗ Говэн. — Тӑхӑр сехет тӗлнелле-и? Куҫӗсене уҫмарӗ: «Ан тив, мана ҫывӑрать тесе шухӑшлатӑр та каялла кайтӑр», — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Мӗншӗн мана асап кӑтартрӗҫ?— хуллен ыйтрӗ салтак. Пӗр тупӑ та вӑтӑр снаряд, икҫӗр штык та утмӑл хӗҫ — калӑн хӑрушӑ вӑй тесе. — Эпӗ пурпӗрех каятӑп, — терӗ те Мишель, ҫула тухса малалла утрӗ. (Эпӗ нимӗнле Дора мадама та астумастӑп; вӑл ача чухнехисене савӑнса аса илнипе пӑтраштарать пулас.) Тӗнчери ӗҫсемпе эсир ача пекех интересленетӗр, сирӗнпе танлаштарсан, хама эпӗ ватӑ карчӑк пек туятӑп. Курень атаманне Невыличкие вӗлерчӗҫ, Задорожний вилнӗ, Черевыченко та вилнӗ. Анчах чакмаҫҫӗ-ха козаксем, куҫӗсемпе сана курмасӑр вилесшӗн мар, вӗсем: вилес умӗн пире атаман куртӑрччӗ, теҫҫӗ». Манӑн вырӑна ҫул ҫине илсе тухнӑ мӗнпур утиялсенчен сарса тунӑ, вӑл илемлӗ сталактитлӑ пӗр хӳхӗм грот ӑшӗнче; урайӗнче вӗтӗ хӑйӑр, грот ӑшӗнче ҫурма тӗттӗм: кунта хунарпа факел таврашӗ те ҫутман, ҫапах та тул енчен пӗр ансӑр шӑтӑкран темӗнле ҫутӑ кӗрет. Эсир час-часах ҫапӑҫатӑр, теҫҫӗ. Шӑннӑ лашасем вырӑнта тӑрасшӑн пулман; Матвей Юргина пулӑшмашкӑн траншейӑран пӗтӗм ротипех тухрӗҫ. — Вӑл кунта иккенне эпӗ пӗлмен те! Пӗлетӗр-и эсир, Паганель, мӗншӗн Австрали Франци аллинче мар? Хам ҫур ҫула яхӑн пурӑннӑ хулана эпӗ малтанхи хут куртӑм, ҫӑка йывӑҫҫи лартса тухнӑ пӗр урам кӑна курӑнатчӗ пулин те, пӗтӗм М-ов хули мӗнле иккенне пӗлме пулатчӗ. Эп ҫакна пӗтӗмпе илеймесен, эсӗ ҫак ҫӑкӑрсенчен пӗрине те пулин йӑтайӑн-и?» — Ха-ха-ха! Лагерь сапаланса кайрӗ, халӗ ӗнтӗ ҫынсем, пӗр-пӗринчен аяккарах пулас тесе, ураписене уҫланкӑ хӗррисене кая-кая лартрӗҫ. — Тепӗр ҫын кам иккенне каларӑм ӗнтӗ, — терем эпӗ. Вӑл ҫар ҫынни ҫине куҫ илмесӗр пӑхса тӑчӗ. — Мӗнле шухӑшлама пултарнӑ-ха эсир ҫавнашкал хӑтланни мана килӗшет тесе? Эпӗ вӗсем ҫине, тӗлӗк витӗр пӑхнӑ пек, пӑхатӑп, — эпӗ нумаях та пулмасть сехӗрленнинчен тӑна кӗрсе ҫитмен-ха. Ҫакна калам: эпӗ ӑна йӗрӗнсе ӳкертӗм, ун чухне хамӑн ӗҫе нимӗн чухлӗ те юратса тумарӑм. Вӑл ӗнтӗ нумайранпа, темиҫе эрне хушши, Ольгӑпа тӗл пулман, унӑн ывӑлӗпе хирӗҫсе кайнӑ хыҫҫӑн унпа тӗл пуласран пӑрӑннӑ. Марыся «доллар» тенӗ сӑмаха ӑнланчӗ те, ҫук, тенӗ пек, пуҫне пӑркаларӗ, хӑйсен укҫи те пӗтӗмпех пӗтнине, ӗнтӗ ҫименни те иккӗмӗш куна кайнине, вилес пек выҫӑ иккенне ӑнлантарма тӑрӑшса, ун ҫине кӗлмӗҫле пӑхса тӑчӗ, хӗрхенме ыйтрӗ. Пире пӗр тупӑ ҫеҫ хӑратать. Пехотӑри ӑс-тӑнлӑ капитан ҫапла сӗннӗ. — Тепӗр ҫӗрте вӑл ҫапла ҫырать: «Хаҫатсем пирӗн пата питӗ кая юлса килеҫҫӗ, ахаль хыпарсем нумай та, анчах пурне те ӗненме ҫук. Ҫакӑнта та ҫаплах, — тенӗ вӑл ҫӑварне пӗтӗмпе карса, йӑл кулса. Чулпа хӗненӗ пекех, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ыратать, урасем, вӗри кирпӗч ҫине пуснӑ пекех ҫунтараҫҫӗ кӑна. Ҫапах та ӑшӑра лӑпкӑн выртма пит аван. Кунта никамран та хӑрасси, сыхланасси ҫук. Вӑл амӑшӗ хӑйне мӗн тери кӗтнине, ун ҫине мӗн тери шаннине ӑнланчӗ, ҫав вӑхӑтрах хӑйӗн асапӗ ҫинчен пӗлтерсен, ку хыпар вӗсене иккӗшне те мӗн тери кулянтарса ӳкерессине ӑнланса илчӗ. Вӑрҫӑччен хулапа ту хырҫи хушшинчи сӑртсем ҫинче санаторисен ҫурчӗсем ларнӑ, халӗ вӗсем ишӗлсе пӗтнӗ, анчах врачсемпе сестрасем пурӑнакан санатори ҫурчӗсем тавра ларса тухнӑ пӗчӗк коттеджсем унта-кунта сыхланса юлнӑ-ха. Тин ҫеҫ Сильвер каласа панӑ плана пурнӑҫа кӗртсен, ҫак икӗ хут предатель пӗр минут хушши те иккӗленсе тӑрас ҫук. — Сире, ылханлӑскерсене… вилӗм ҫук… пӗр-пӗр усал чир тытса пӑрахасчӗ сире пурне те. Унта, пӗр-пӗччен тӑрса юлсан ҫеҫ, мӗн иккенне, мӗн пулса пынине ӑнланса илессе туйрӗ те, пӗлчӗ те вӑл. Ҫӗр купаласа тунӑ вал ҫине вара пӑявсемпе ҫыхнӑ запорожецсене илсе тухрӗҫ; пуринчен малта курень атаманӗ Хлиб тӑрать; вӑл шӑлаварсӑр тата ҫиелти мӗнпур тумтирсӗр, — ӑна ӳсӗрпе мӗнле илсе кайнӑ, — ҫаплипех тӑрать. Лаптӑк варрине сахалтан та икҫӗр шит шӗвек кӗрекен пысӑк пӑхӑр хуран илсе тухрӗҫ. Музыка вӑл анасланӑ е кулнӑ чухнехи евӗрлӗ: манӑн ҫывӑрас килмест, анчах эпӗ анаслакан ҫын ҫине пӑхса хам та анаслатӑп, манӑн кулас килмест, анчах эпӗ ҫын кулнине илтсе хам та кулатӑп. Хамӑр калаҫнӑран вара пилӗк ҫул иртнӗ. Ах, чунӑмҫӑм эс манӑн? Вара ҫавӑнтах ҫак пулас хӑрушӑ маневра ирттерме хатӗрленме пуҫларӗ. — Анчах манӑн ӑна пит курмаллаччӗ. Итлетӗн-итлетӗн те пуҫна чикетӗн. Ҫакӑ пушшех те тӗлӗнтерет, ара, паян 25-мӗш ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗ-ҫке. Жорж тавӑрӑнни ҫемьери лару-тӑрӑва чылаях япӑхлатать. Тӗрӗссипе каласан, ҫырнисем пурин те ытлашши ӑнланмаллах пулмарӗҫ, анчах… Ҫав вӑхӑтра Вавжон икӗ аллине те хӗрӗн ырхан хулпуҫҫийӗсем ҫине хучӗ те ҫавӑн пекех лӑпкӑн та хӑрушшӑн малалла тӑсрӗ. — Кӑшкӑрсан та, кӑшкӑрмасан та сана кунта никам та илтес ҫук. Ярцев ҫавӑнтах хӑяккӑн лӑпчӑнса выртрӗ, хулӑн сыпӑлларах пӳрнисене чарса пӑрахрӗ. Ирпе тӑватӑ сехетре ман чӳречерен иккӗн шаккарӗҫ. — Вӑл утрав мӗн ятлӑ? — тесе ыйтрӗ майор. Ӑна вӗҫертсе илсе, вӑл хӑвӑрт йӗнер ҫине сиксе хӑпарнӑ та хуллен чуптарса кайнӑ. — Эсӗ вӗсене юрататӑн-и, Евгений? Вӑл аллине Егорушка пуҫӗ ҫине хучӗ, питҫӑмартине тытса пӑхрӗ. Чупсан-чупсан Марийка хулан хӗвеланӑҫӗ енне тухрӗ. — Ҫу-у-ук, халь ӗнтӗ пире ҫӗнтереймӗн! Тути-ҫӑварӗ ун — сим-пыл, хӑй вӑл — ҫунса тӑран вут-кӑвар. Анчах, ӑнланмаллах ӗнтӗ, Ҫӗр туртӑмӗ ҫапах та унӑн хӑвӑртлӑхне чакарнах. Вӑл пире ҫавӑн пек мыскара кӑтартма пултарассине ман ӗненес килмерӗ. Питех те шел, креслопа сирӗн хӑвӑрӑн чӑрманмалла пулчӗ. — Кам ку? — тесе сас пачӗ вӑл. Пуринчен те лайӑхрах! — тӗлӗнсе пӑшӑлтатрӗ Сизов амӑшӗн хӑлхинчен. Хурӑн пуҫлӑ ҫӗлен, мрамортан якатса тунӑ евӗрлӗ хура шӗвӗр пуҫне ҫӗклесе, хӑйне пирвайхи хут калакан сӑмахсене тимлесе итленӗ пек пулчӗ. — Эпӗ сан пата хама помощнике илме ыйтма килтӗм! — терӗ Власова, вӑл пакӑлтатнине пӳлсе. Унтан вара вӑл эпӗ хӑш ҫӗртен аманнине ыйтса пӗлме тытӑнчӗ, йывӑрччӗ-и суранӑм, шӑмма лекнӗ-и, тата ытти ҫавӑн пеккисем ҫинчен ыйтса тӗпчерӗ. Эсир пӗлетӗр вӗт, Александр — пирӗн Глеб пуп тӑванӗн ачи, апла пулсан, вӑл — вырӑс. Иван Иванович питӗ тавҫӑракан ҫын, йӗркеллӗ калаҫура вӑл нихҫан та тӳрмен сӑмах персе ямасть, ун пек сӑмаха хӑй илтсен те вӑл ҫийӗнчех йывӑра илет. Маларах, штурман карап ҫинчен тухса кайсанах, ҫырса панӑ хутсен хушшинче эпӗ интереслӗ карттӑ тупрӑм. Вӑл ҫивчӗ, унӑн вӗҫӗ те шӗп-шӗвӗрех. — Мана ӗнерех ӑна пӗр ялта панӑччӗ. Вӑл унта сирӗн пекех — пур ҫӗре те ҫитсе ҫапӑнать. Унӑн кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑнсем нумай миля хушши сарӑлса выртнӑ, ун ут кӗтӗвӗсемпе ытти выльӑх кӗтӗвӗсенче темиҫе пиншер пуҫ шутланнӑ. — Эпӗ сан ҫинчен каламастӑп, Уҫӑп пичче… Тӑнӑм кӗрсе ҫитиччен калаҫма пуҫланӑ пек туйӑнчӗ мана. Каяр. «Ротӑпа харӑссӑн, эшкер-ушкӑна тӳп-тӳррӗн тӗллесе… Рота-а, пли!..» Говэн, Симурден тата Гешан васкавлӑ приказсем парса тӑнӑ. Пассажир вара тӗлӗнсе тӑракан канонир ҫине пӳрнипе тӗллесе:— Халӗ ӗнтӗ ӑна персе пӑрахӑр! — терӗ. Вулакансене ҫав паллӑ ҫынпа чи малтан кӑшт ҫеҫ те пулин паллаштармаллах ӗнтӗ. — Вараласа тӑкрӗ сана арӑму! Пиччӗшӗ Мускава ҫӗр выртмаллах кайнӑ. Вӑл кӑкрипе Павел еннелле ҫаврӑнчӗ, ун ҫине пӑхма тытӑнчӗ, вара унӑн сулахай тӗксем куҫӗ Павел ҫине лайӑх мар, выҫҫӑн тӗлӗнсе пӑхнӑ пек туйӑнчӗ амӑшне. «Ыйт ӗнтӗ!» терӗ вӑл шуйттана, хуллен пӑшӑлтатса. Эпӗ сарай тӑррине улӑхрӑм, унтан чӳрече витӗр пӳлӗме кӗтӗм. — Тен, сирӗн куҫӑр улшу курчӗ пуль, ҫамрӑк тусӑм? Тен, вӗсем страуссем пулчӗҫ пулӗ? Пӑхрӑм-пӑхрӑм та ун ҫине паян, вӗчӗхсе кайрӑм. «Ку хаҫат вара Румынире тухса тӑраканни мар-и? Унта пирӗн саккуна хирӗҫ ҫыраканччӗ», — тет судья. Ирхине аттепе Бертонсем гаване кайрӗҫ. Паллах, пур япалара та — илемлӗх, санӑн сӑмсунта та вӑл пур, анчах кашни илем хыҫҫӑн хӑвалаймӑн. Пӗррехинче вӑл хӑйсен пӳлӗмне ҫав тери асапланса, ывӑнса ҫитсе, анчах савӑнӑҫлӑ сӑнпа таврӑнчӗ. Шӑтарса та тухнӑ пулӗччӗҫ козаксем, тен, йӑлттам лашисем вӗсене чӑнахах та тепре те ҫӑлнӑ пулӗччӗҫ, сасартӑк сиккипе пынӑ ҫӗртенех Тарас чарӑнчӗ те:«Тӑхтӑр! Табакпа чӗлӗм тухса ӳкрӗҫ: чӗлӗм те тӑшман ляхӗсене ан пултӑр» тесе кӑшкӑрчӗ. Ҫук, харкашу мар, ӑнлансамӑр эсир мана, пӗр-пӗр ҫакнашкал ахаль иккӗленчӗклӗх, сивлеклӗх-и ӗнтӗ, мӗскерле те пулин уйрӑм сӑлтава пула. Маринӑн та пит-куҫӗ чееленсе кулнӑ пек курӑнчӗ. Патша майри пек тӑрать вӑл, хура куҫӗсем йӑлкӑшать. — Пирӗн вӑл часах. Ҫапла канӑҫсӑр кӗтсе сехет те иртрӗ. — Эхер пирӗнпе пӗрле пыратӑн пулсан, кӑтартса парӑн. Салтаксем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ. Ҫав тӗлӗнмелле картсем хӑйӗн пӳрнисене пӗҫертсе ярас ҫук, тесе шанма пултарнӑ-и вара вӑл? Армана ҫавӑрса илнӗ йӑлмак тата ытларах пӗрӗнчӗ. Вӑл Озерова пӑхса илчӗ. — Мӗн тӑвасси ҫинчен сӳтсе явӑпӑр-и? — ыйтрӗ вӑл. — О, ытла нумай чыс — ҫилленмӗпӗр! Ӑҫта каяс тенӗ — ҫавӑнта кай, мӗн тӑвас тенӗ — ҫавна ту. Ыран алӑ парса уйӑрӑлма кӗрсе тух, халӗ кайса ҫывӑрах, мана та ӗнтӗ ыйхӑ пусрӗ. Государство умӗнче айӑпа кӗнӗ ҫынсене хӑвӑртрах суд тӑваҫҫӗ. Хӗвел, ҫур ҫуллӑха вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен ҫуралнӑ пек, тӳпене ҫӳлӗрен ҫӳлерех хӑпарса пырать. Хӗвел, хӗлӗн хаяр сиввине тӗппипех шӑратса, ҫурхи куна ҫывхартать. Павел Яковлевич Шубин Анна Васильевна ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлӗ пулнӑ. Пичӗ йӗп-йӗпе пулнӑ сарӑ ҫӳҫ пайӑркисемпе хупланнӑ. Кӑтартрӗ вӗт хӑйне, ачсемӗр! Ҫакӑ вӑл ют арӑмсене ҫеҫ мар, чи малтан хамӑр арӑмсене тивет. Унсӑрӑн эпӗ ӗмӗрне те ҫакнашкал ҫылӑхлӑ ӗҫпе ҫыхланас ҫукчӗ! Типчак, типчак та, анчах пире пурне те пӗтерсе хума пултарать. Пире урӑх доказательствӑсем кирлӗ мар! — Апла пулсан, эпир куратпӑрах. Ӑна юлташӗ, Мишка, аса килчӗ, — урине хуҫман пулсан, кӗҫӗр вӑл питех те юранӑ пулӗччӗ, тесе шухӑшларӗ вӑл. Пӑшалпа персе ҫӑлни Кордильерсен хӗвелтухӑҫ енчи тайлӑмӗнче темӗн чухлӗ тикӗс лаптӑксем анаталла вашмӑкланса анаҫҫӗ те, юлашкинчен, сисмен ҫӗртенех тӳртенех тӳремлӗх пулса тӑраҫҫӗ. — Аҫун ҫакӑн пек заведенийӗ те чунхаваллӑ япала-и? — терӗ Базаров, ҫав вӑхӑтра хӑйсем иртсе пыракан хупах ҫине тӗллесе. Королӗн пуҫне касрӗҫ, король арӑмне Робеспьера качча пачӗҫ. Ҫав господинран унӑн хӗрача ҫуралчӗ, ӑна Гильотина ятлӑ турӗҫ, манӑн ҫав хӗрачапа ыран ирхине паллашма тивет пулас. — Вара, вара нимӗн тумалли те ҫук, эсир мана илме пырӑр та — эпӗ санӑн арӑму пулӑп. Сережа пурӑнакан ҫемье питӗ аван пулнӑ. Вӑл юхтарасшӑн пулнӑ юн вара, унӑн, Говэнсен юнӗ мар-и? Виҫӗ тӗспе ҫунакан зал ӑшӗнчи трон тӳпи патне ултӑ картлашкаллӑ пусма илсе хӑпартнӑ, пур картлашкинчех бронзӑран хывнӑ икшер арӑслан тӑнӑ, кашни енӗпе пӗрерӗн. Стефчовпа пӗр пек шухӑшлакансем хыттӑн ӳпкелешме тытӑнчӗҫ, ӑнманланса савӑнчӗҫ, халиччен учительницӑ хутне кӗрекенсем шӑпах ларчӗҫ. Хамӑр батальонти пӗр йӗкӗтпе санротӑна кайрӑм. Кулӑшла каланине туймастӑр-и вара! Иккӗмӗш мускат мана мӗнпур океансем урлӑ каҫса ҫӳренӗ, пур тӗрлӗ штормсене те тӳссе курнӑ тата, ватӑлса ҫитсен, ҫав ҫулҫӳренисем ҫинчен хӑй ҫурчӗн алӑкӗ умӗнче каласа кӑтартакан морякӑн чунӗ пекех туйӑнать. Малтанхи паллашу ячӗшӗн те пулин хирӗҫлеме юрамасть… Кирлех пулнӑ ҫав ӗнтӗ пӗр-пӗр ҫар корреспондентне хама илсе кайсанах П. ялне пымашкӑн — ун ҫинчен эпӗ 1943 ҫулхи ҫула кӑна пӗлтӗм. Вечера сыхлама мобилизациленӗ салтаксем залран тенкелсене кӑлариччен, театртисем пурте килкартине тухрӗҫ. Кукамай ман пата пӗшкӗнсе ыйтать: — Мӗн, кӑвакарчӑнӑм? Вӑл — хаяр ҫын, вӑл пӗтӗм тӗнчешӗн тӑшман. Эпӗ ҫакна ӑнсӑртран каларӑм! Хӑйӗн характерне пула савӑнӑҫне те, хуйхине те пуринчен те витӗмлӗрех тӳсекен Паганель салху та нимӗн чӗнмесӗр ларать. Вӑл хӑйӗн каютинчен тухманпа пӗрех. Вӑл вуҫех калаҫми пулчӗ, пур ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрекенскер, халӗ вӑл тунсӑхласах ҫитрӗ. Эп ӑна телей кӑна суннӑ. Ӑна ниҫта та илсе хума ҫук. Каҫ кӳлӗм вара чӑннипех хурланнӑ пек пултӑм, йӗрсе те пӑхрӑм. Ку индеецсен ӗҫӗ пулнӑ пулсан, вилӗ ҫухални мана пӗртте тӗлӗнтерес ҫукчӗ. — Ваше превосходительство, ман хреснай ывӑл, Фома, вилнӗ Игнатӑн пӗртен-пӗр ывӑлӗ. Ыйӑхлӑ пит-куҫӗ ӑшӑ та хӗрелнӗ пулӗччӗ унӑн. — Эпӗ нихҫан та пӑшал тытса курман, — хушса хучӗ тепри. Пӑхса ларакансем, вӑл мӗнле йӗнине илтсен, ахӑлтатса кулма тытӑнчӗҫ. Качаки тӳрех калинкке патнелле вирхӗнчӗ, ҫара уран хӗрача, йӗплӗ курӑксемпе вӗлтӗренсем урлӑ чупса, ун хыҫҫӑн вӗҫтерчӗ. Марко ҫапах та сехечӗ кашни чарӑнмассерен, пит тӑрӑшса та ӑсталӑхне ҫитерсе, ӑна каллех ӗҫлеттерме тытӑнать. Озеровпа калаҫса илсен, вӑл полкри парторга — Возняков политрука чӗнтерчӗ. Ҫавӑнпа та Андрей, танксене курсан, халь те хӑрамарӗ. — Соловкине, шуйттан чиккине, ӑсататпӑр вӗсене. Урӑххине кӗтсе тӑма та хӗн пулчӗ. Кун пек вырӑнта тӗрлӗ йышши ҫул пулма та пултарайман. Сывлӑш ҫавӑрмасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑнипе, пӗтӗм ӑшчикӗ тӑвӑннӑран, тата вӑл ҫав танка хирӗҫ тухма пухнӑ вӑй тапсах тӑнӑран ӑна халь ура ҫинче тӑма та йывӑр. — Хӗрхен мана… — терӗ Инсаров. — Ҫак вӑхӑтра эсӗ унта пулнӑ пулсан, — тенӗ ашшӗ Синопӑна, — сан аслаҫу тӗлӗнмелле йынӑшса «м-м-мэ, м-м-мэ» тесе сасӑ панине илтнӗ пулӑттӑнччӗ. Бизон ҫурисем хӑранӑ е мӗн те пулин ыратнӑ чухне ҫапла йынӑшаҫҫӗ. Виҫҫӗмӗшӗ — Марс атмосферин ҫӳллӗшӗ: 60 километр. Шыв ҫине тепӗр шлюпка антарса, негрсемпе пулӑшма пырса ҫитиччен те чылай вӑхӑт иртет, унсӑр пуҫне капитан Дик Сэнда, хуть те мӗн пулсан та, карап ҫинчен кайма чарчӗ вӗт-ха. Манӑн пӗрре те Николай Антонычран хама вӗсем патне пырса ҫӳреме, Марья Васильевна урлӑ ирӗк ыйттарас килмерӗ. Ултӑ сехет тӗлнелле ҫав ҫутӑ йӑлтӑркки вӑйсӑрланса часах пӗтсе ларнӑпа пӗрех пулчӗ: стенасем кристаллӑ, анчах тӗксӗмрех тӗслӗ курӑна пуҫларӗҫ: слюда хирти шпатпа, кварцпа хутшӑнса кайнӑ та чи хытӑ чул пулса тӑнӑ. Семён сасартӑк шартах сикрӗ, — хӑй шутланине тума ӗлкӗреймесрен хӑрарӗ. — Упа пӑхакан ҫыншӑн хӑйӗн ҫӳртне хӗрхенсе тӑмасть, ҫыруне кӑмакана пӑрахинччӗ те ҫунтаринччӗ — ҫавна туймасть. Ют король ырлӑхӗ, хӑйсене сарӑ пушмакӗпе ӗнсерен тапакан Польша магначӗн йӗрӗнчӗк ырлӑхӗ вӗсемшӗн темле тӑванлӑхран та хаклӑ; пирӗн чи путсӗр ҫыннӑн та, темле пулсан та, вӑл сысна витинче выртса тӑрса пурӑнса тата пурне те юрама тӑрӑшса ҫын сӑнне ҫухатнӑ пулсан та, унӑн та, тӑвансем, пӗр тӗпренчӗк вырӑс чунӗ юлнӑ. «Юрататӑп!» тесе хушса хучӗ вӑл. Вӑл та, Базаров та часах ҫывӑрса кайрӗҫ, анчах килти ытти ҫынсем вара нумайччен ҫывӑрмарӗҫ. Джемма майӗпен ҫаврӑнчӗ те шыв хӗррипе ним чӗнмесӗр утрӗ. Матросӑн куҫӗсем ҫиҫсе илчӗҫ: — Манӑн пиччене вӗлернӗшӗн. Кӑкӑрӗ хӑйӑлтатать, чӗрине темскер хытӑрах та хытӑрах пӗҫертсе ҫунтарса илет. Сарай хыҫӗнче, кӗтесре, нумаях пулмасть тиесе килсе пушатнӑ виҫӗ лав ыраш улӑмӗ купаланса выртать. Ӑна ӗҫкунӗ шучӗпе илнӗ-мӗн. Колхоз итемӗнчен турттарса килнӗ. Ку Гек валличчӗ. Ҫук, ҫук, Гек, тав ан ту: пӗрне эпӗ илнӗ, теприне мистер Джонс. Кун хыҫҫӑн лару-тӑрӑва сӳтсе явмалла та малашне мӗн тӑвассине палӑртмалла. — Но-но, ан шавла! — хаяррӑн пӳлчӗ ӑна ывӑлӗ. — Тинӗс те ҫав тери ывӑннӑ вӗт, вӑл та хӑйӗн хуйхине ыйхӑпа манма пултараймасть». — Тепринче, — терӗ Галли, — кам та пулсан сире Парижра ҫӳренӗ кивӗ элексем ҫинчен каласа парас пулсан, ӑна ман ятран: Дюпре экспедицийӗ пирки эсир нимӗн те пӗлместӗр, тесе калӑр. Эпир Хур Кайӑк Ҫулӗ текен ҫулпа вӗҫсе килтӗмӗр. Ырӑ ҫул сунатӑп, сэр. Сквайра тата капитан Смоллетта салам калӑр, — терӗ вӑл. — Эсир те пулин, господин исправник, Дубровскине тытайӑр-и? Серьга Хахая парса хӑваратӑн. — Каҫар? Пӗтӗмпех ку пуш сӑмах!.. Унӑн сӑнӗ шурса кайнӑ, вӑл йӑл кулса илсе, хуллен, вӑраххӑн каларӗ: — Анне хӑрать, мӗн вара эсӗ… Мачтӑсемпе такелажа тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн, Айртон курса ҫӳреме чарӑнчӗ. Сехет пӗрмай шаккарӗ, чӳрече хыҫӗнче ҫил кашла-кашла илчӗ. Костя вӑл мӗн каланине ӑнланса, ытараймасӑр ответлерӗ: — Ҫиҫӗм! Чул урайӗнче выртакан авӑрланӑ тӑватӑ пистолетран Иманус иккӗшне илсе кашни аллинех пӗрер тытрӗ те арчапа пӳлсе хунӑ пусма картлашкисем ҫине тухакан алӑк патне пырса тӑчӗ. — Кам унта? — илтӗнчӗ Инсаров сасси. Асту, Вася, — терӗ малалла вӑл лавҫӑна: — хӑвӑрт илсе ҫитер, улпута илсе каятӑн вӗт. Эвакуаци тӑвас тӗлӗшпе районтан вӑхӑтра кӑтарту паманни ӑна хытӑ тарӑхтарнӑ, ҫавӑн пиркиех унӑн васкаса тухса кайма тӳр килнӗ, Ольховкӑра тума кирлӗ ӗҫсене те туса хӑварайман вӑл. Мамӑк вырӑн ҫинче пӑчӑ пулнӑ. Юлашкинчен вӑл ҫапла каланӑ:— Том, ҫара ҫерҫисем пурри нимех те мар, ҫав ҫулпа каялла таврӑнар. Унта сан тусу, Фигура ларать. Анчах Бульба ҫынна ыранхи кун мӗн кӗтнине пӗлмен ҫав. Вӑл хӑйӗн кӳренӗвӗсем ҫинчен, чӑтса ирттернӗ асапӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ, — каласса тарӑхмасӑр, ӳкӗнӗҫлӗн кулкаласа, хурлӑхлӑ кунсен тӗксӗм ҫӑмхине сӳтсе пырса, упӑшки хӗненисене аса илсе каласа пачӗ, упӑшки ниме тӑман сӑлтавсемпех мӗн тери хӗненинчен, хӑй ҫав сӑлтавсене сирсе яма пултарайманнинчен хӑй тӗлӗнчӗ… — Эпӗ тахҫантанпах кунта-им? — Мӗншӗн-ха эпӗ унӑн художник пулмалла тесе шутланӑ? Анса ларакан хӗвелӗн ылтӑн тӗслӗ ҫутипе ялтӑртатакан башньӑна курнӑ самантра Мишель Флешар замокран пӗр миль ҫурӑра пулнӑ, анчах ӑна ҫак хушӑ чарса тӑман. Маншӑн пулсан — ҫӑва патне, кирек кампа явӑҫтӑр, анчах эсӗ, вӗре ҫӗлен, ман Давыдова ан тӗкӗн, ан пӗтер манӑн савнӑ юлташӑма! Эпӗ гостиница патне васкатӑп, ӑна унта куратӑп пулӗ, тен. — Эп хам та ҫавӑн йышшиех… хам та — ак вӑхӑт килӗ, шухӑша кайӑп… Европа хулин нимле пысӑк пасарӗ те, кашни ҫулхи ярмарки те ҫак африка пасарӗ пек шавламасть, кӗрлемест, ниҫта та ҫавӑн чухлӗ япала сутӑнмасть. Эпӗ ватӑ станца пуҫлӑхӗн хӗрне аса илтӗм те, каллех ӑна куратӑп тесе, хӗпӗртесе кайрӑм. Анчах, шухӑшларӑм эпӗ, ватӑ станца пуҫлӑхне улӑштарнӑ та-и, тен, ӗнтӗ; Дуня та качча кайнӑ пулӗ ӗнтӗ, терӗм. Зал чӳречисенчен пӗринчен урамри хунар ҫути йӑпшӑнса кӗчӗ те — лутра темиҫе колоннӑна пӑчӑр-пӑчӑр пӑнчӑсемпе тӗксӗммӗн ҫутатать. Пӑх Максимыч, вӗрен!.. — Манӑн хамӑн теори пур, Васютин юлташ… — Камӑн ҫук пулӗ вӗсем!.. — Совет Союзне служить тӑватӑп, генерал юлташ! — Лайӑх служить тӑватӑр! Каҫӑн тӗттӗмӗнче эвкалипт йывӑҫҫисен хӑрӑк турачӗсем шатӑртатса кӑна хуҫӑлаҫҫӗ. Вӑйлӑ ҫилпе хуҫӑлса ҫӗр ҫине персе аннӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ. Тата вӑл ӑна кунта, госпитальте ӑҫтан шыраса тупма пултартӑр-ха? Алексей ун патне: эпӗ тылри организацире ӗҫлетӗп, тата Мускавра мар, Мускав ҫывӑхӗнче, тесе ҫырнӑ-ҫке! Эпӗ кунта Гора представителӗ, Робеспьер — Коммуна, Симурден — Епископат представителӗ. Троекуровӑн те кӑмӑлӗ тулчӗ. Пӗр хыткан кинемей, арчинче чылай вӑхӑт хушши выртнӑ тумтирӗсене пӗрерӗн-пӗрерӗн илсе тухать те, — кантӑра ҫине типӗтме ҫакать иккен. Алӑк ҫинче, карӑ вырӑнне, тӗрлӗ тӗслӗ вӗтӗ шӑрҫасем илемлӗн ярӑмланса тӑнӑ, вӗсем темӗнле тӗлӗнтермӗш курӑксем пек тӗрленсе сӑнарланнӑ. Халӗ вӑл тӗксӗм те салху. — Суйлама пултаратӑр, — пӳрнипе хулан кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ пайӗ тӑрӑх шаккаса илчӗ вӑл, тахҫан удельни имени пулнӑ, пуян паркпа чикӗленекен паллӑ Чайнӑй сӑрт тӑрӑх. — Пӗтӗм сӑмах-юмах та хӑтлӑх пирки ҫеҫ пырать пулсан, Халл капитан, — хирӗҫлерӗ ӑна Уэлдон миссис, — ку мана шиклентермест. Лаши ыткӑнса чупнӑ вӑхӑтра каялла ҫаврӑнса, хыҫран хӑваласа пыракан ҫине юлашки хут пӑшалпа персен, вӑл Пӑвана курчӗ. Унӑн пичӗ-куҫӗ йӑлтах юнланнӑ. Ӑна лашасем, салтаксем, шпионсем таптаҫҫӗ. Марконе офицерсен хытӑ ылханса ятлаҫнӑ сассисене тата шпионсем савӑнӑҫлӑ калаҫнисене илтрӗ. Анчах пӗррехинче ҫак йӗркене кӗтмен ҫӗртен хулиганла пӑсса хучӗҫ: хӑватлӑ автан басӗ хыҫҫӑн таҫта юнашарах, сарай хыҫӗнче, кӳршӗре пурӑнакан Аркашка Менок кил картинче пӗр ӑнман автан, ҫамрӑк автан, ачалла шухӑ альтпа ҫухӑрса ячӗ, кайран нумайччен чӑхла кӑтиклерӗ, темле йӗрӗнчӗк какришпе чыхӑнса ларчӗ. Вӑл Гленарван аллинчи ҫырӑва туртса илчӗ, куҫӗсене сӑтӑрса сӑмси ҫинчи куҫлӑхне тӳрлетрӗ, вара хӑй черечӗпе:«Ҫӗнӗ Зеланди ҫыранне!» Эпӗ хам, эпӗ хам кайма хавас, эпӗ сирӗн ирӗкӗн чури». — Сӑххисем курӑнмаҫҫӗ… Ҫак крушени Америка ҫулӗсем ҫинче поездсемпе тӑтӑшах пулакан телейсӗр вӑхӑтсене аса илтерет. Ҫивӗч куҫлӑ боец ҫӑл кутнелле йӑванса кайрӗ, анчах хӑйне ӳкнӗшӗн те ҫапасран хӑраса, хӑвӑртрах ура ҫине тӑчӗ. Тӑшмана тӗп тунӑ хыҫҫӑн Рене-Жан пукан ҫинчен анчӗ. — Вӑл пире пеме чарать, — терӗ ӑна Гленарван. Сирӗн пата хамӑн шӑпӑрлана»… хӑм… Акӑ юлашки те «Э! Ҫапла вара, шыв тусем ҫинчен юхса анать е шыв ҫулӗ кӑнтӑралла пӑрӑнать — икӗ хутӗнче те вӑл кунтан инҫех мар. — Ҫапах та ырах мар. Ҫакӑнтан ӗнтӗ паттӑрлӑх та пулса тухать. Партие хӑв тап-таса пулсан, тата пӗртен-пӗр шухӑшпа: тӗнчери революци патне ҫитес шухӑшпа ҫунатланса тӑратӑн пулсан ҫеҫ кӗмелле. Е эпӗ Евгений тытӑмӗнчен хӑтӑлнине асӑрхатӑр-и эсир? Иохим кӳренсе ҫитнӗ панӑн ҫак вӑрӑм раценне итлерӗ те лешӗ ҫапла сӑлтавсӑрах тарӑхнишӗн лӗхлетсе кулчӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ пуҫа сылтӑмалла пӑрса пӑхрӑм та сӑмах калакан ҫыннӑн ҫи-пуҫне тата вӑл аллисене епле хуҫлаткаласа каланине куртӑм. Малтан кӑштах чӗнмесӗр ларас пулать, унтан вара, кӗлтуса сывпуллашма тытӑнмалла. Унччен те пулмарӗ, вӗсене хирӗҫ тепӗр мӑн ҫулӗ ҫинчи, Журавский батальонӗнчи тупӑсем сасӑ пачӗҫ. Княжнин. Ҫав самантрах Аэлита вӗсене хирӗҫ вулав пӗчӗк сӗтел тӗлне вырнаҫрӗ, унран чавсаланчӗ те хӑнасене ҫемҫен, анчах тимлӗн тинкерсе сӑнать. Чӑтлӑх вӑрман хӳтлӗхне пырса лексен, вӗсем тӑваттӑшӗ те лашисем ҫинчен аннӑ та вӗсене йывӑҫсем ҫумне кӑкарса хунӑ. Йӗнер ҫумне ҫыхса хунӑ пӑшалӗпе револьвере лаша ҫине юлнӑ. — А эсир, тусӑмсем, — хушса хучӗ майор, моряксем ҫине пӑхса, — ман шухӑшпа килӗшетӗр-и? Ҫапла вара, манӑн хаклӑ тусӑм, ҫав ҫупкӑ пирки пулнӑ тахҫанах иртнӗ ӗҫе аса илсе, хӑвӑр чӗрӗре ҫунтарма кирлӗ пулман сирӗн. Ҫак пуҫару, ытти мӗнпур кӗтмен ҫӗртен пулакан япаласем пекех, ҫынсене аякран, хӑйсене хӑйсем час та часах курма пултарайман енчен, кӑтартрӗ — ҫакӑ чи кирли те чи хакли пулса тӑчӗ, анчах тӗттӗмре ҫынсем ытлашши майне кӳрсех чаваймаҫҫӗ пулас. Веткин пӗрремӗш касрӗ. Ерошка мучи штатран тухнӑ пӗчченҫи казак пулнӑ; унӑн арӑмӗ пӗр ҫирӗм ҫул каялла, православнӑй тӗне куҫса, ун патӗнчен пӑрахса тарнӑ та вырӑс фельдфебельне качча тухнӑ; Воропаев ӑна юбка урӑх ҫынна кирли ҫинчен ӑнлантарчӗ. Эсӗ те мана ҫавӑн пек туйӑнатӑн. — Аксель, сана ҫав хӗрӳ шухӑша ярать-и мӗн? Хорунжи пуҫ тайса Оленин аллине чӑмӑртарӗ те тухрӗ, Оленин пуҫтарӑннӑ вӑхӑтра килтисене приказсем паракан хорунжин хытӑ та йӗркеллӗ сассине илтсе тӑчӗ. Ман питкуҫӑм ҫине пӑхсан, эпӗ темӗн пекех асапланни витӗрех курӑнса тӑнӑ пулас. — Ун ҫумӗнче мӗнле те пулин хутсем пур-и? — тесе ыйтрӗ вӑл. Устав, мел-меслет, маршласси — пурте айккинелле. Питех те пысӑк бизонсем ҫитмӗл метр ҫӳллӗш сӑртсем ҫинчен шӗвӗр чулсем ҫине пере-пере аннӑ. Инҫе те мар крушени мӗн пулнӑ пулсан, хумсем унӑн мӗнле те пулсан ванчӑкне ҫыран хӗррине илсе ҫитернӗ пулӗччӗҫ, хӗн-хур курса тӑнӑ ҫыннисем кимӗ ҫине ларса Вио промыслисем патне ҫитнӗ пулӗччӗҫ. Пӗлместӗп, Германи официозӗнчи господасен ҫакна тавҫӑрса илме ӑсӗ ҫитейӗ-ши: хут ҫинче вӗсем пӗр-пӗр патшалӑха «хупма», паллах, пултараҫҫӗ, анчах тивӗҫлипе калас пулсан, «ку вӗсенчен килмест»… «тӗрӗс мар» тетӗп, хам калани тӗрӗс иккенне те кӑтартса пама пултаратӑп. Шӳтлесе тенӗ евӗр, самантлӑхӑн юнтармӑшла вылявне парӑнса, киленӗҫлӗ ҫӗре пӗтӗмпех хӑй патӗнче каҫтарнӑччӗ вӑл пӗррехинче Элиава. Анчах ӗҫе лайӑхлатӑр. Анчах кайранласа ӑна нимӗн те курӑнми пулчӗ. Ҫамкине вӑл аллипе сӑтӑрса илчӗ. Пӗр сӑмах чӗнмесӗр вӑл лаши патне пычӗ те, Джон Мангльспа пӗрле Эдем хулине тавӑрӑнчӗ. Тата тепӗр ӗҫ тумалла пулчӗ: мӗн пулни ҫинчен влаҫсене пӗлтермелле. — Сутас пулать ҫав. Хум е-евер, васка-авлӑ… «Манго» йывӑҫне лартакан вилет», — тет кунти халӑх. Артём хӑйӗн шӑлнӗнчен ҫырусем сайра илкелет, анчах хула Советӗнче, хӑй сӗтелӗ ҫинче кӗтеслӗ саспаллисемпе ҫырнӑ кӑвак конверт выртнине курсассӑнах, хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑхне ҫухатать, ҫыру страницисене темиҫе хут вула-вула тухать. — Андрей пуҫне аллисемпе ярса тытрӗ, ӳкӗтлемелли сӑмахӗсене пурне та каласа пӗтерчӗ пулас: шӑпӑртах пулчӗ… Унтан шӑппӑн утса тухса кайрӗ, алӑкне хӑй хыҫҫӑн питӗрсе хӑварчӗ. Кукшина — тӗлӗнмелле ҫын! Йывӑр япалана йӑтма вӑйӑм ҫитменнипе, мана ту шӑтӑкӗнче хӑварчӗҫ те ылттӑн укҫасене сухари миххисен ӑшне тултарма хушрӗҫ. — Сик! Вӑл хӑй ҫакӑнта пулнӑранпа тем ӗмӗрех иртсе кайнӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Хыҫса ярӑпӑр!.. Озеровӑн пуҫне бинтпа ҫыхнине асӑрхасан, комиссар хӑвӑрт ыйтрӗ: — Хытах мар-и? Вӗсем, инкек пулнинчен хӑранӑскерсем, суккӑр ҫын вилли тавра пухӑннӑ. Эпӗ часах пурне те палласа илтӗм. — Евгений? — чӗнчӗ сасартӑк Аркадий. Ҫак вӑхӑтра аллине икӗ кӗпҫеллӗ пӑшал тытнӑ Шерборн пӗчӗк веранда тӑрне тухса тӑчӗ, пӗр сӑмах та чӗнмерӗ, хӑй лӑпкӑ та хӑюллӑ. Хӗрсе кайнӑ Кандов Огнянова пуҫӗнчен ҫапасшӑн пулса ыткӑнчӗ. Писӑр пӑхрӗ: чӑнах та иккен, чӳрече хуппин петлисем татӑлса кайнӑ, ҫиелтен хӑма ҫапса тыттарнипе ҫеҫ тытӑнкаласа тӑрать вӑл. Савӑнса тӑр, Матӗрне!» — тенӗ. Нивушлӗ пит хаклӑ ҫакӑ? Пылчӑклӑ вырӑнта кӑтра ҫӳҫлӗ жид ачисем, вараланса пӗтнӗскерсем тата ҫӗтӗк тумтир тӑхӑннӑскерсем, ушкӑнпа кӑшкӑрса выртаҫҫӗ. Тырӑ хатӗрлев йӗркипе ҫӗр те вунултӑ пӑт шӑнкӑртах турттарса кайса патӑм! Пӗтем пурнӑҫӑмӑра ӗмӗтленсе тӑнӑ кунӑм ҫитессе шухӑшланӑ-ши? Кӗмелли люка пӑрса питӗрсе хурсан Лось Гусева хирӗҫ вырнаҫрӗ те — ӑна куҫӗсенчен, серепене лекнӗ кайӑкӑннилле йӗплӗ куҫ шӑрҫисенчен тӗсет. Хӑрах хӑлхине усса, теприне чанк тӑратса, вӑрман хӗррипе мулкач сиккелесе пырать. Халӗ ӗнтӗ, арча уҫҫине шыраса тупас пулать, — терӗ вӑл эпӗ чӳрече каррисене антарсан. — Анчах пӗлесчӗ, вилнӗ ҫынна пиртен хӑшӗ чӑн малтан тытӗ-ши? Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн вӑл кӑштах ӗсӗклесе илчӗ. Сӑнаса лараканни тепӗр хут пӗлтерчӗ: — Калинкке патӗнче пӗр палламан чипер хӗр тӑнине куратӑп. — Ҫав вӑхӑтра анне, — малалла каларӗ Гаер, — ыйткалама ҫӳре пуҫларӗ. Машинӑсем хӑйсем те пачах та курӑнмаҫҫӗ. Мана вӑл сирӗн ҫинчен мӗн пӗлтерни те кирлӗ мар — ун ҫинчен эп тахҫанах пӗтӗмпех пӗлеттӗм. Ишевӗн малтанхи икӗ кунне ҫулҫӳревҫӗсем Геркулес ҫула тухиччен хатӗрленӗ апатпа пурӑнчӗҫ. Таупо кӳлли кунтан пӗтӗм анлӑшӗпе курӑнать, унӑн сӑртсемпе хупӑрланнӑ, картин ҫинчи пек ҫыранӗсем куҫсем курнӑ таранах сарӑлса выртаҫҫӗ. Вӑл сивӗ чир тытнӑ пек чӗтрерӗ. — Эсир мӗншӗн хирӗҫнине пӗлетӗп эпӗ. Троекуров хӑнана сӗтел хушшине хӑйӗн хӗрӗпе юнашар лартрӗ. — Вӑл Епископатран, — тесе ответлерӗ Марат. Сире шантарсах калатӑп: Фелим О`Нил эсир мӗн хушнине пурне те тӑвӗ. Соколов мӗнле инкеке ҫакланни ҫинчен тӗпӗ-йӗрӗпе каласа кӑтартрӗ вӑл. Лозневой хӑй чӗтренсе палӑртас марччӗ тесе, аран ҫеҫ чӑтса тӑчӗ. Ҫынсем, ырӑ тусӑм, пурте пӗрех. Манӑн тӳрех кунтан тарассӑм килчӗ. Нимӗн те ан ыйтӑр ыранччен — хӗвел аниччен чие ҫырлисене суйласа пӗтерер акӑ. Хӑйне мар, такама — урӑххине, хавшак чунлӑ пирки ҫапла упаленме иккӗленекен ҫынна ӳкӗтленӗ пек, сасӑпах каларӗ вӑл:— Нимех те мар, хисеплӗ тусӑм, халь ӗнтӗ йӑлтах йӗркеллӗ пулать! Ирсерен вӑл ҫулҫӑсем хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса, компресс хумалли хутран касса тунӑ пек курӑнчӗҫ. Фелим корзинкӑна уҫрӗ. — Патша, — тенӗ аслӑ врач, — халь тин наука та, турӑ та пулӑшаймасть. Ку мана унран чылай нумайрах кӳрентернӗ те кулянтарнӑ. Праҫниксенче, каҫпала, хӗрсемпе ҫамрӑк арӑмсем урамсем тӑрӑх юрласа ҫӳреҫҫӗ, юрланӑ чух ҫӑварӗсене кайӑк чӗпписем пек уҫаҫҫӗ те, ӳсӗрӗлнӗ ҫынсем пек тунсӑхлӑн кулаҫҫӗ. — Миловидка мар-и? — тесе ыйтрӑм эпӗ. Вӗсен пушӑ куҫ шӑрҫисенче хӗвел пӑнчисем ҫуталаҫҫӗ. Ҫакӑ вара тинӗсре пулма пултаракан пур инкексенчен чи хӑрушши ӗнтӗ. Анна Васильевна каялла сулӑнчӗ. Ларса кайрӗ… Ҫак ҫынсенчен уйрӑлса каяс тесе, амӑшӗ васкарах утрӗ, лешсем вӑраххӑн, кахалланса утнӑ пирки вӑл вӗсенчен ҫӑмӑллӑнах иртсе кайрӗ. Ҫавӑ пӗр сӑмах ҫеҫ пулнӑ — пӗр кӗске сӑмах!.. Ҫавӑнпа та Вавжонӑн пурнӑҫӗ ыттисенчен лайӑхрах пычӗ, колонири ӗҫсем малашне майлашса каяс пулсан пушшех те лайӑхрах пулмаллаччӗ ӗнтӗ, анчах пурнӑҫ кунсерен япӑхланчӗ. Эс вы-ы-ртнӑ… Ун тавра пӗрмаях ҫамрӑксем шавлӑн та хавассӑн ҫаврӑнкалатчӗҫ, ун умӗнче яланах хӑйӗн ывӑлӗн пӑшӑрхануллӑ, анчах ҫав лайӑх пурнӑҫа тӑваканӑн ҫирӗп сӑнӗ тӑратчӗ. «Эпӗ каллех калатӑп, мӗнле хӑйса каларӑр эсир, пӗтӗм йӗркене хирӗҫ, мана хур аҫи тесе?» Турӑ пулӑр, ан кӑшкӑрӑр!» терӗ хыттӑн Янкель: «Ан кӑшкӑрӑр! Ҫурта юсаса ҫӗнетме миҫе кирпӗч кирлӗ пулассине Воропаев хулӑпа ҫӗр ҫинче чӗркелесе шутласа кӑларчӗ. — Итлетӗп, капитан, — ответлерӗ те Дик, штурвал патне пырса, ун умне тӑчӗ. Анчах сирӗн ун пек калавсене итлесе ларма вӑхӑтӑр ҫук, вӗсене кайран та, Российӑн кашни кӗтесӗнчех, тата нумайччен итлеме пултаратӑр: сирӗн хӑвӑртрах бастиона, уйрӑммӑнах 4-мӗш бастиона каяс килет, мӗншӗн тесен сире ун ҫинчен нумай каласа панӑ. Вӑл халсӑрланнӑ чура пекех ывӑннӑ. Тӑваттӑмӗш ҫынни, вӑрӑм хлӑмидӑпа чӗркеннӗскер, Челкаш патне пычӗ те, чӗнмесӗр, унӑн аллине чӑмӑртарӗ. Унтан вӑл Гаврила енне темле шанчӑксӑррӑн пӑхса илчӗ. — Пит те илемлӗ ҫӗршыв туса хурӑр Техасран! Ҫур сехет те иртмерӗ, шухӑшӑма улӑштартӑм та. Чӑн калатӑп, халӗ те пулин ҫапла шухӑш тытнӑшӑн ӳкӗнетӗп. — Пирӗн священник пур. Турра кӗлтӑвакансен капӑр тумӗсем, колоннӑсене витсе илемлетнӗ хӑмач тӗслӗ пуставсем, тӗрлӗ чечек ҫыххисем — ҫаксем пурте асамат кӗперӗ пек тӗрлӗ тӗссемпе йӑлтӑртатаҫҫӗ. — Куна чипер ирттертӗмӗр-и, хӗрсем! — кӑшкӑрчӗ вӑл вӑйлӑ та янӑравлӑ сассипе, лашине сасартӑк тӑп чарса. Катя каланӑччӗ-ҫке мана! — Квартала кайрӑн-и? — ыйтрӗ каллех ҫав хӗрарӑм сасси. Поттер пуҫне ҫӗклере те, хӑйӗн куҫӗпе нимӗн шанчӑк та ҫуккине палӑртса, чӗреренех пырса титвелле, йӗри-тавралла пӑхса илчӗ. Вӑл санпа пӗрле пулчӗ-и? Пӑван аллине пуҫӗ хыҫне хутлатса хучӗ те, Монтанелли ҫине куҫхарши айӗнчен пӑхса илчӗ. Хӑй юххине чарса лартать те вӑхӑт, хӗвел ҫаврӑмӗпе пӗрлешсе, тӑтӑшшӑн сыпӑнса, хутӑрланса каять вӗсем ҫийӗн. — Павел Павлыч, калӑр-ха, чӑн-чӑннипех черккес-им вара вӑл? Тӑван ҫӗршывран, ҫемьерен уйрӑлать; апла пулсан та, эпӗ ӑна ӑнланатӑп. Мӗн ятлӑ эсӗ? Вӑл революци ӗҫне тытӑннӑранпа унӑн сахал мар шанчӑклӑ кунсем иртсе кайнӑ. Апрелӗн 10-мӗшӗнче кӑнтӑрла, ҫулҫӳревҫӗсем апат ҫиме вырнаҫса ларсан, сывлӑшра хыттӑн шӑхӑрни янраса кайрӗ. Ҫак лайӑх мар сасӑ Уэлдон миссис сехрине хӑпартрӗ. — Сӑмахран, акӑ, сехет юсакан Жолие кӑна илсе пӑхар. 2. Ч. патне кӗмелле. Ч. патне, чапа тухнӑ Ч. патне каяс тенӗ шухӑш каҫхинех пурччӗ-ха манӑн, анчах вӑл шухӑш мана ытла хӑюллӑ пек туйӑнчӗ, вӑл вӗт тахҫан Ленинград шкулӗн геройӗччӗ, унтан вара Совет Союз Геройӗ пулса тӑчӗ ӑна пӗтӗм ҫӗршыв пӗлсе те юратса тӑрать. Иккӗмӗшӗ — вӗренекенсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ухмах иккен, нимӗн те пӗлмест. Ленин пире хресченсен шухӑш-кӑмӑлне тӗплӗн шута илме вӗрентнӗ, эсӗ пур, «тепӗр задани», тетӗн. Ку вӑл, тӑванӑм, ача-пӑчалла хӑтланни пулать. — Ача-пӑчалла хӑтланни тетӗн? — Санӑн аҫу Ҫурҫӗр Ҫӗрне уҫнӑ. — Питӗ асӑрханса пурӑнӑр, — терӗ те вӑл, мана унӑн куҫӗсем яланхи пекех ытла та шӑтарас пек пӑхни нимле мар туса ячӗ, вӑл манран эпӗ ӑнланма пултарайман япала ҫинчен ыйтнӑ пек туйӑнчӗ. — Апла пулсан, эпӗ хам ун патне кайӑп, — кӑшкӑрса ячӗ те Аркадий, ҫӗнӗрен ырӑ кӑмӑллӑх туйӑмӗ тапса килнипе пукан ҫинчен сиксе тӑчӗ. Вӑл питӗ пысӑк та хӑрушӑ янахсемлӗ мӑн хура нӑрӑ иккен; «ҫыртакан нӑрӑ», тет ӑна Том. Ура атта кӗнӗ пек, кӗрсе выртӑн, — э? Исидора йывӑҫсем хыҫӗнчен курӑнса кайсан, ун куҫӗнче тем шикленни палӑрса тӑнӑ. Вӑл ҫынсем тӑранма пӗлмен акӑлчансене хирӗҫ пӑлхав тапратса янӑ. Алӑк уҫӑлнӑ та, пӳрте пӗр ҫын кӗрсе тӑнӑ. Ку ҫын — ӑстаҫӑ нимӗҫ иккенне пӗрре пӑхсах пӗлме пулнӑ. Манӑн орден пур… ирсӗр! Хытӑ ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн парӑннӑ «чунгу» ятлӑ хура кӑткӑсем личинкисене, ҫӑмартисене йӑтсах тарнӑ. Ҫапах та эпӗ аптрасах тӑмарӑм, кӗске хӗҫе туртса кӑлартӑм та вӗсене хӑйсене тапӑнтӑм. Йӑвара темиҫе пин кӑткӑран пӗр пайӗ ҫеҫ юлнӑ пулсан та, ҫынсем унта пырса кӗме хал ҫитерейместчӗҫ. — Хаклӑ Мэри, — терӗ Паганель, — крушени пулнӑ хыҫҫӑн Гарри Грант Австрали ҫӗрне ҫитнӗ терӗмӗр, эсир кун пирки иккӗленместӗр пулмалла? — Ну, уйӑрса кӑларчӗ вӑл мана. (Овсяников аллине сулчӗ.) — Литература произведенийӗ енчен илсен, ман памфлет ниме те тӑмасть, — терӗ вӑл майпен, салхуллӑ сасӑпа, — ҫав енчен илсен, ӑна литературӑна пӗртте пӗлмен ҫынсем ҫеҫ мухтама пултараҫҫӗ. Анчах халӗ ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑнма ытти кайӑксем те: тинӗс сысни, кит, калта, тимӗр шапа ҫывхара пуҫларӗҫ, вӗсем пӗр-пӗрин хыҫҫӑн сиксе тухаҫҫӗ пек туйӑнать мана. Суккӑр вӗсене питех те интересленсе тимлӗн итлетчӗ, анчах хӑй пит сайра кулатчӗ. — Эпӗ хама айӑпламастӑп, — ҫук! — терӗ хохол ҫирӗппӗн. Маркитантка ҫав хушӑра хӑюлланса, тӗксӗм чӑтлӑха кӗрсе пӑхрӗ, вара сержант шӑпах: «Перӗр!» тесе кӑшкӑрма ҫӑвар уҫнӑ самантра вӑл: «Ан перӗр!» тесе кӑшкӑрса ячӗ. Вӑл сакӑрвун ултӑ ҫула ҫитнӗ, хӑй каласа хӑварнӑ комета ҫаврӑнса килесси вунултӑ ҫул юлсан, 1742 ҫулта вилнӗ. Тремексенсем е Ҫӳлӗ Кӗлесем пиртен йышлӑрах тесе шутлатпӑр, анчах патшалӑхра власть пӗтӗмпех пирӗн алӑра. Айӑрсем ҫавӑнтах ярӑнса юртса кайрӗҫ. Хӗрарӑма курссемпе палатӑсенче ирӗклӗ тесе шутлаҫҫӗ, анчах хӑйсем ҫине ҫаплах ыр курмалли япала ҫине пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ. Комиссарпа Мересьевӑн сывлӑхӗсем кӑна кунран кун начарланса пычӗҫ. Ҫак хӗрарӑм ҫуртран ӳкекен ирхи нӳрлӗ сулхӑна кӗрет-и, е савӑнӑҫлӑ ҫамрӑк ҫутӑпа ҫутӑлса тӑракан картиш варрине тухсан, унӑн йӑмӑх тумтирӗ, яштака ӳт-пӗвӗ, хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса, ҫӗре хура мӗлке ӳкерет-и, Оленин ҫаплах унӑн хусканӑвӗсенчен пӗрне те пулин курмасӑр юласран тем пекех хӑрарӗ. Палаткӑна кӗнӗ ҫӗре карса хунӑ брезента такам алли аяккалла сирчӗ те санитар сасси илтӗнсе кайрӗ: — Кунта вӑл, авӑ! Ир пулсан та канлӗх килмен, анчах унпа пӗрле ҫирӗп шухӑш килсе ҫитнӗ — хӑюллӑ, харсӑр шухӑш. Алтарь тӗпӗнчен кӗҫех пач эрешсӗр шурӑ хитонлӑ темле ҫын тухнӑ, мӗнпур хӗрарӑмпа арҫыннӑн куҫӗсем вара ҫӑткӑнлансах ун ҫине тӑрӑннӑ. Том каллех куҫӗсене шутарчӗ те мана шыраса тупрӗ. — Том, Салли аппа мана ыталаса илсе: «Сид Сойер…» тесе каласса эсӗ те кӗтнӗ вӗт? — терӗ. — Эй, туршӑн та! — Салли аппа Том каласа пӗтерессе те кӗтмерӗ, ун патнелле ыткӑнчӗ: — Ах, иртӗхнӗ ача-пӑча, ҫапла пуҫ ҫавӑрмалла-и! — Тома ыталама тӑчӗ вӑл, анчах лешӗ ӑна хӑй ҫумӗнчен тӗртрӗ. — Ҫук, ҫук, — терӗ, — малтан манран ирӗк ыйтӑр. Хӑйне вӑл уринчен пуҫласа пуҫӗ таранах ҫуса та тасатма ҫукла йывӑр пылчӑкпа вараланнӑ пекех туйрӗ, ӑна ун ҫине пач юратман хӗрарӑмпа тытакан ҫыхӑну пӗркесе лартрӗ — ҫур ҫула яхӑн тӑсӑлакан ҫыхӑну. Вара вӑл тӗлӗннине пытармасӑрах ыйтнӑ пек калаҫма тытӑнчӗ: — Сирӗн пата ӗнер ҫеҫ килтӗм, анчах хама хам килти пекех тыткалатӑп, нимрен те хӑрамастӑп, калас тенӗ — ҫавна калатӑп… Андрей Дегтяренко янӑ ҫыру ӑшӗнче вӗтӗ те кӑтрашка саспаллисемпе ҫырнӑ тата кӑшкӑру паллисем пит нумай лартса тултарнӑ пӗчӗк хут татки выртнӑ. Мӗскершӗн пурӑннӑ? Анчах, ҫутӑ курнипе чунра сасӑ ҫуратакан хӗлӗхсем ачан чӗринче ӗмӗрлӗхех татӑлнине пӗлтерет-и-ха ҫакӑ? Хӑтӑлчӗҫ! — тесе кӑшкӑрчӗҫ йӗри-тавра тӑракансем. Ну, вӗсем картинсем пулнӑ пулсан, — ӑнланмалла-ха. Ҫынсем площадьре вӑраххӑн саланчӗҫ; амӑшӗ хайхи сенкер куҫлӑ арҫын хӑй патнелле утса килнине, ун ҫине куҫ айӗн пӑхнине курчӗ. — Анне! — терӗ ун хыҫҫӑн Гро-Ален та. Ганс меллӗ пӑркаласа сулла утрав хӗррипе илсе пычӗ. — Эпӗ сире ӑнланмастӑп. Вӑл ҫӗлӗкне ҫӗклерӗ те урам кӗтессинчен вӑраххӑн пӑрӑнса кайрӗ. — Пирӗнпе пӗрле ларма ыйтатпӑр! — пуриншӗн те хуравларӗ Пантелей. Тӑхта… чупту мана… Анчах калаҫу вӗҫӗ Давыдова ҫырлахтармарӗ. — Ҫавӑ ҫав, ухмах! Ҫак риф патӗнче малалла ишсе кайӑп та, каллех вӗсене пурне те ухмаха тӑратса хӑварӑп, — терӗ. — Ҫав хӗр пулман пулсан, эпӗ вӗсене аяла антараттӑм. Унтан тата ку м-мана куҫса ҫӳрекен цирка кӑштах аса илтерчӗ… Пӗлетӗп эпӗ сире: эсир текех хӑвӑра майлӑ пурӑнма хӑтланатӑр, эсир шуйттансем, сирӗн яланах чиркӳ праҫникӗсем тӑвас та турӑшсем йӑтса хир тӑрӑх сӗтӗрӗнсе ҫӳрес, тырӑсене тап-таса пӗтерес шухӑш кӑна… — Эсир ман пата-и, юлташ старший лейтенант? — манкӑмӑллӑн та лӑпкӑ хулӑн сасӑпа ыйтрӗ вӑл. — Печорин господин! — кӑшкӑрчӗ драгун капитанӗ. — Ан сӳпӗлтет-ха, тархасшӑн! Йӗкехӳресем туртса каяҫҫӗ-им санӑн ҫивиттӳсене?.. — Вӗсем кахал, усӑсӑр халӑх пулнӑран ҫавӑн пек пурӑнаҫҫӗ, ӗҫлесси вӗсемшӗн — тем вырӑннех туйӑнать! Нӳрлӗ тӗттӗм ҫӗрте ҫур сехет хушши ҫӳресен, эпир хавассӑнах каялла, ҫыран хӗрринелле ҫавӑрӑнса тухрӑмӑр. Инҫете те нумайлӑха? Тӗрӗссипе, мирлешнӗ ҫӗрте пулнӑ пулин те, вӑл унта нимех те, пӗр ытла ӑслӑ сӑмах та калама ӗлкереймен, калаҫассине ӗнтӗ ун французсемпе ҫав тери калаҫас килнӗ (питӗ савӑк вӗт-ха вӑл французсемпе калаҫма). Хам эпӗ никамран та хӑрамастӑп. Эпӗ хытӑ ҫилленнӗ пулин те, ку сӑмахсене илтнипе тата пичче мӗнле хурланнине курса манӑн чӗрем ҫавӑрӑнчӗ, кӑмӑлӑм хуҫӑлчӗ. Халь ӗнтӗ Андрее, темиҫе сехет хушши пӗр канмасӑр хаяррӑн ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн, хӑйне лайӑх пӗлекеннисем ҫеҫ палласа илме пултарчӗҫ. — Ҫапла, хӑварнӑ. Кушак, малти урисемпе тӑрмаласа, кӑшт каялла чаксан, — пӑшал сасси янраса кайрӗ, кантӑк хуппи кӑшт силленсе илчӗ. Старик пушшех уҫӑлса кайрӗ, аякӗ ҫине вӑрт-варт ҫаврӑнса выртрӗ те ыйтать: «Мӗнле, Андрюша, паттӑрла аманнӑшӑн тата эпӗ тӑшмансем ҫапла тапӑннине тӳссе ирттернишӗн мана пысӑк пуҫлӑхсем мӗнле те пулин медаль памӗҫ-ши?» Падди О'Мур пӗтӗм чӗрипе ҫӗкленчӗ. Каютӑсемпе салонсенчи сӗтел-тенкелсем, сарса хунӑ кавирсемпе аван картинӑсем ҫине, хӗрлӗ йывӑҫ ҫине пӑхмассерен хаваслӑн кӑшкӑрса ярать вӑл. Акӑ мӗн… Вӑтӑр ярд тӑршшӗ сарлака хӳме, тӑхӑр фут ҫӳллӗшскер! Эпӗ сана кайран пӗр харӑс ответлӗп. Пӑх-ха эс ӑна, йӑлтах хӗнесе ыраттарса пӗтерчӗ эсреллӗ тимӗрҫи!» Питрӗн анчах ҫапмалла-им вӗсене? — Мӗн кирлӗ-ха тата? — Ҫапах та кунта тахҫанчченех чакаланса пурӑнмалла мар, — тесе хирӗҫлерӗ майор. Унта ҫемҫерех пулни халӗ усӑллӑ пулмӗ ӗнтӗ, тесе шухӑшларӑм эпӗ, вара, вӑл йӗркеллӗ пулсан, эпӗ те ӑна хаяр майсемпе тыткаламӑп, терӗм. — Хӑрушӑ ҫын пуласран сыхлан… Боцман татах калаҫма пуҫларӗ. Хӑй пуҫне Айртона памалли ыйтусем хӗсеҫҫӗ пулсан та Гленарван ӑна пӳлмест. Икӗ урам хӗресленнӗ ҫӗрте вырӑнти хулара тухакан хаҫата илчӗ. Хаҫат ҫинче Демьян Бедный ячӗпе тӑракан клубра хулари партколлективӑн пухӑвӗ пуласси ҫинчен пӗлтернӗ. Арӑмӗпе ывӑлне инкекрен хӑтарма Уэлдон мистер Казондене килмест пуль-и? Мӑнкӑмӑллӑ Троекуров килӗшрӗ, лешин князь тивӗҫлӗхне, унӑн икӗ ҫӑлтӑр (орденсем) тата 3000 ятлӑ йӑхран пыракан именийӗ пуррине асра тытса, Верейский князя вӑл пӑртакках хӑйпе тан тесе шутларӗ. Ҫук, паян урӑх ҫимелле мар, ҫитет. Ахальрен мар калаҫнӑ хушӑра Каи-Куму йӑл кулать пулин те унӑн куҫӗсенче курайманлӑх пурри сисӗнет. Кунта — ӑс ҫук. Анчах Падди О'Мур Гленарван экспедицинче Айртон мӗнле вырӑн йышӑнма пултарнине пӗлет, ҫавӑнпа чӗрине хытарса та пулин ҫак хуйхӑпа килӗшрӗ. — Вӑл тимӗртен тунӑскер пулсан, епле ишсе каять-ха? — Ак ҫакӑнта инҫетре мар, мучи, — терӗ Лукашка старик умӗн лӑпкӑн пускаласа пырса. Эсӗ, тусӑм, машинӑна аяккарах кайса тӑрат-ха, ав ҫав пӗчӗк хурӑн айне илсе кайсан та юрать. Санин вара, ӗнер Джеммӑн ҫырӑвӗпе киленнӗ пек, ун сассипе киленсе, хаваслӑн итлесе пычӗ. — Ӑна мӗнле тумалла-ха? Астӑвать Ромашов: ун пӳрнисем ӑнсӑртран Николаев ҫӑварне, пит-ҫӑмарти хыҫне лекӗҫ, вӑл вара ҫав якӑлти, киревсӗр, вӗри ҫӑвара ҫурса пӑрахасшӑн тем териех хытӑ тӑрӑшрӗ… — Хӑнасем килнӗ-ҫке ман пата? Сывлӑх сунатӑп маттурсем! — терӗ вӑл, килнӗ ҫынсене хапӑл туса. Культурӑллӑ ҫынсем пек пулса, аллӑрсене ҫупӑр. Кӑшкӑрашмалли нимӗн те ҫук кунта! Шӑпӑрт пулӑр, тархасшӑн, ҫынна тивӗҫлӗ сӑмах калама парсамӑр! — хӑй Ипполит еннелле ҫаврӑнчӗ те, ҫынсем сисиччен ӑна чышкипе аяккинчен тӗртсе, ҫапла пӑшӑлтатрӗ: — Лайӑхрах сывласа илсе кӑкӑр тулли сывлӑш тултар та яра пар. Тӑварланӑ какайлӑ шӑвӑҫ савӑта ӑшӑтрӗҫ, апата таса пӗчӗк тутӑр ҫине хучӗҫ. — Сирӗн ҫине пӑхатӑп та ҫамрӑк хӑнамсем, — терӗ ҫав вӑхӑтра Василий Иванович пуҫне пӑркаласа, вӗҫне тӗрӗк кӳлепи туса лартнӑ, хӑй аллипе тунӑ туя ҫине аллисене хӗреслетсе таянса: — пӑхатӑп та, ӑмсанмасӑр тӑма та пултараймастӑп. Ҫак ҫынсем пурте мӗскӗн ачасене пӗр пекех юратса савнӑ. — Эх, хевтӳ ҫук санӑн, хевтӳ! «Ай, ай!» мӑкӑртатрӗ жид: «кун пек начар, ырӑ пан!» Вара вӑл хӑйӗн чӗри картлатса тапнине, аллисем чӗтренине пӑхмасӑрах, хӑйне алла илсе лӑпланарах ӗҫлеме пуҫларӗ. ССР Союзӗн ҫӗнӗ Конституци проекчӗ вара буржуаллӑ конституцисенчен урӑхла, ӑна ҫаксене тӗпе хурса ҫырнӑ: обществӑра антагонислӑ классем тек ҫук ӗнтӗ, обществӑ икӗ пӗр-пӗринпе туслӑ классенчен, рабочисемпе хресченсенчен тӑрать, влаҫра шӑп ҫак ӗҫҫыннисен класӗсем тӑраҫҫӗ, обществӑна патшалӑхлӑ ертсе пырасси (диктатура) обществӑн малта пыракан класӗ аллинче — рабочи клас аллинче тӑрать, Конституци ӗҫ ҫыннисемшӗн юрӑхлӑ та усӑллӑ обществӑллӑ йӗркесене ҫирӗплетсе тӑма кирлӗ. — Мӗншӗн тесен, вӑл кунта ыран ҫеҫ ҫитмелле. Пирӗн ҫула каймалли вӑхӑт та ҫитрӗ. Демка Ушаков, куҫӗсене хӗсӗнтерсе те йӗкӗлтесе, ҫапла ыйтрӗ: — Нумай сухаласа тӑкрӗ-и сирӗн бригада, Любишкин юлташ? Манӑн Психея юратӑвӗ, вӗҫленменскер, пӳлӗмрен мӗн курӑнни е тата Мӗкӗте портречӗ, вӑл ятлӑ живописец портретӗнчен лайӑхрах пулсан та, кама кирлӗ пултӑр? Мӗн-ха вара? Акӑ, сӑмахран, пӗчӗк шыв тумламӗсем сывлӑша ҫӗкленеҫҫӗ: ӑна Хӗвел ӑшши пӑслантарса хӑпартать. Темле хӑрушлӑх та курма пултаракан кӗрешӳҫӗ хӑйӗн тертлӗ ҫулӗпе ҫак чӑн пурнӑҫ пусӑмӗ ҫине тинтерех кӑна кӗнӗ савӑк ачана, юратӑвӑн пархатарлӑ хӑвачӗпе ӑшӑннӑ ҫамрӑк чуна, хӑйпе ертсе каять. Пӗччен ҫеҫ те мар. Унӑн ҫыранӗсенче ҫӳллӗ топольсем, ҫӳҫе, ҫырла тӗмисемпе шӑлан йывӑҫҫисем ӳснӗ. — Ара, эпӗ санран илнӗ парӑма пӗрре парса татнӑччӗ-ҫке! Тутисемпе кӑмӑллӑн пӗр-ик виҫ хутчен чӑп-чӑп! тутарса илсен, Гальвей ҫынни пӑккине чиксе питӗрсе хучӗ, кӗленчине вырӑнне лартрӗ те каллех пукан ҫине кайса ларчӗ. Хитре сӑмахсем нумай илтнӗ эпир. Огнянов ӑна темле ят пӗлтерчӗ те ҫӗнӗ тус куркине сыпса пачӗ. Вӗсем тахҫанах япӑхрах президента тивӗҫ, Гаррис. Коперник кӗнеки 1543 ҫулта пичетленсе тухнӑ. Тӗрӗссипе каласан, хамӑн пурнӑҫӑмра эпӗ чӑн-чӑн профессора чи малтанхи хут куратӑп. Грот хӑвӑлӗ аслӑ зал пӳлӗмӗ евӗрлех: унӑн гранитлӑ урайӗ тӑрӑх пирӗншӗн шанӑҫлӑ, юлташ пек тӑрӑ юхан шыв лӑпкӑн юхса выртать. Негрсен патшисем те ҫак тӗллевпе хӑйсен кӳршисем ҫине тапӑна-тапӑна кӗнӗ: парӑнтарнӑ йӑхри хӗрарӑмсене, арҫынсене, ачасене ҫӗнтерӳҫӗсем чура туса хунӑ та, темиҫе ярд пусма-таварпа, тарпа, хӗҫпӑшалпа, хӗрлӗ е кӗрен шӑрҫапа, выҫӑ ҫулсенче вара, Ливингстон каланӑ тарӑх, час-часах пӗр ывӑҫ маиспа та улӑштарса, чура сутуҫисене парса янӑ. — Ку чул тӑва шефа илсен лайӑх пулӗччӗ, — терӗ Лена, шухӑша кайса; йӑл кулса илчӗ. Халь ҫеҫ организациленӗ районра пурне те ҫӗнӗрен тумалла. Вӑл ман ҫине йӗкӗлтӳллӗн пӑхса илчӗ те ҫуралнӑранпа та кунашкал ухмахла калаҫнине илтмен терӗ, унтан каллех шухӑшлама тытӑнчӗ. Мӗн пулнӑ вӗсене? Ӑҫта вӗсем?.. Хӗрарӑм та ҫакӑн ҫинченех шухӑшланӑ. Ҫак икӗ ҫыннӑн шухӑшӗ, вӗсем пӗр-пӗринпе калаҫмарӗҫ пулсан та, пӗр йӗрпе пырса, паллӑ мар ӗмӗтсемпе пӗрлешрӗҫ. — Унта йытӑ ҫеҫ юлнӑ пулсан та, ҫӑлатпӑр ӑна, капитан, — терӗ Уэлдон миссис. Эпӗ Окунев патӗнче акӑ мӗн-мӗн вуласа пӗлтӗм: пирӗн Соломенкӑра хамӑр йышӑн виҫҫӗмӗш пайӗ чухлӗ ҫӗнӗ юлташсем хутшӑннӑ иккен, мастерскойсемпе депора зажигалкӑсем тӑвакансене чарнӑ-мӗн, паровозсен масарӗнчен вилесене юсама иле-иле каяҫҫӗ-мӗн. Ҫирӗп салтак пиҫиххийӗ ҫинче наган тата икӗ нимӗҫ бомбисем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Виҫ сехетре вара эпӗ сире кӗтетӗп… пурпӗрех. Мана халь пӗр алӑ ҫеҫ мар кирлӗччӗ… Морис тапранса кайма тӑрсан, тискер лаша кӗтӗвӗ икӗ вӗтлӗх хушшинчи ансӑр уҫланкӑна ҫитсе кӗчӗ. — «Халех, халех тухатӑп, — тенӗ сасӑ илтӗнчӗ картишӗнчен: — ура ҫеҫ сырса пӗтеретӗп!» Ҫав ҫитӗннӗ арҫын пек харсӑр пӗчӗк ача хӑйне хӑратакан хӑрушлӑха асӗнче те тытмасть. Вӑл мана хӑйӗн аллипе тытрӗ те король патне кабинета йӑтса кайрӗ. Иван Иванович урҫана тӑрса юлни те вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ. Тома сисмен хушӑра каллех ку тӗнчери шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ. Усӑсӑр та илемсӗр машина — пӑра ҫӗр ҫине кӑларайман япаласене эпир кунта, хамӑр куҫӑмӑрпа пӑхса, аллӑмӑрсемпе хыпаласа сӑнама пултартӑмӑр. Стельковскин лӑпкӑ та, яланхи пекех, тирпейсӗрле команди илтӗнет. Вӑл кӗскен те хӑвӑрт-хӑвӑрт сывла пуҫларӗ. Тӗрӗксем пӗрре те пемерӗҫ-ха. Ахаль те ӗнтӗ ӗҫе тӗплӗ тӑвас тесе, никам ан ҫулӑхтӑр тесе тӑрӑшатӑн, пур енне те чупкаласа ҫӳретӗн, ҫапах та кама та пулсан мӗн те пулин вӑхӑтра пырса параймарӑн-тӑк, хӑлха чикки лекет-лекетех… Вӑл хӑйне чӑрмантарма пултаракан хутсене илме Ромашкӑна янӑ. Врач ответлерӗ: — Анчах эпӗ хӑрамастӑп вӗт-ха сирӗншӗн, тӳррипе каласан — эсир питӗ йывӑр аманнӑ. Унтан аллисене клавишсем ҫине тӑсса хучӗ те тарӑн шухӑша путрӗ, вара пӗчӗк гостинӑйра пушшех те шӑп пулчӗ. — Сирӗн унта кукамӑр патӗнче пурӑнмалла пулать, аннӗр хӗрачасемпе пӗрле кунта юлать. — Ой, мисс Луи, — тенӗ негритянка, ҫамрӑк улпут хӗрӗн пит аван ҫӳҫне ачашласа тураса, — сирӗн ҫӳҫ пит те илемлӗ-ҫке! Ҫисе ярӗ Кирила Петрович. Вӗсен халь службӑран ерҫнӗ вӑхӑт пулнӑ, хӑйсем хушшинче вӗсем Каса-дель-Корвӑна ҫӗнӗрен килсе вырнаҫнӑ ҫынсем ҫинчен калаҫса тӑнӑ. Каясса вӗсем ҫыран хӗррипе мар, йӗплӗ хулӑ тӗмӗсене хуҫса-сирсе, вӑрман ҫулне тухма тӑрӑшрӗҫ. Арҫын ача пӗр эрне хушши апатланасси тата хваттерте пурӑнасси, шкулта вӗренес, тумланас, мунча кӗрес расхутсене кӗртсен те, пӗр доллар та чӗрӗк ҫеҫ парать иккен. Ҫутӑ хӗвел бухта ҫинче йӑлтӑртаттарсах ҫутатса тӑчӗ. «Лиллибуллеро» кӗвви шӑпланчӗ, вӗсем мӗн тӑвасси ҫинчен тавлашнине эпир куртӑмӑр. — Мӗн миххи пултӑр тата, тар миххи ҫав! Пӗртак выртсан, Дегтярев сасартӑк темшӗн хӑраса вӑранса кайрӗ, хӑвӑрт чавсаланса, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ. Вӑл тӗлӗкре мӗн ҫинчен шухӑшлать — ҫавна та шайласа ил, унтан вара — калаҫ!. Ҫакса вӗлермелле! Кам хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫавӑн пек тӑвас тесе килӗшмен-ши? Кошмар… Унӑн куҫӗсем сивӗ, кӳпшек сӑнӗ-пичӗ усал инстинктсемпе тискерлӗхе палӑртса тӑман пулсан, ӑна илемлӗ ҫын тесе калама та пулнӑ пулӗччӗ. Павел пит лайӑх каланӑ, Ниловна!.. — Эсӗ хӑв мӗн шухӑшласа илнине-и? Ав епле йӑскӑн иккен эсӗ. — Кӑна пӗтӗмпех ху татрӑн-и? — ыйтрӗ Одинцова. Мӗн тери тав тунӑ пулӗ эпӗ ӑна ҫав сӑмахсемшӗн! Анчах тав тӑвасси иртерех пулчӗ ҫав-ха. Пурте ҫывӑрнине пӗлсе ҫитсен, вӑл тӑнӑ та хуллен хӑй лаши патнелле йӑпшӑнса пынӑ. — Кӑна калама йывӑр, — терӗ Паганель. Тӗрӗссипе калама намӑс пулчӗ — мӗн тума пӗлмелле-ха унӑн усал та хурлӑхлӑ япаласем ҫинчен? Эсӗ чи кирлине йӗрлесе пыр. Турӑ ҫырлахтӑрах! мӗнле шавлама пуҫланӑ пулӑттӑр, отделени начальникӗ хӑй те директора пуҫ тайнӑ пекех мана пилӗк таран пуҫ тайнӑ пулӗччӗ. — Мӗншӗн тесен сирӗн халех хваттер укҫи тӳлесе татмалла, сирӗн укҫа та пур, эсир ав тӳлесшӗн мар — акӑ мӗн. Разметнов пырса кӗрсен, ура ҫине тӑчӗҫ. Пӑхӑр-ха эсир: ҫӗҫӗсенчен пӑчкӑсем тунӑ, ытти япаласем темӗн чухлӗ, мӗн чухлӗ аппаланма лекнӗ вӗсен! — Темшӗн шӑв-шав йӑлӑхтарса ҫитерчӗ. Мана, ӑнлан ҫакна — мана ҫавӑн пек тӑнсӑрсем кирлӗ. — Кунтах ҫуралнӑ, кунтах ӳснӗ, ҫакӑнтах ватӑлнӑ та. — Алексей Мересьева, старший лейтенанта, Телефон патне чӗнеҫҫӗ. — Хӗр-и? — кӑштах хавасланчӗ майор, сестра еннелле пӑхса, куҫне хӗссе илсе. — Ун чухне эпӗ прапорщикчӗ-ха, — калаҫма пуҫларӗ сасартӑк Шульгович, — пирӗн бригада командирӗ Феофанов генералччӗ. Аслӑ Артамонов, арӑмӗпе Яков тытнӑскер, тупӑк пуҫӗнче тӑрса, Эккен йывӑҫ тӗслӗ пичӗ ҫине аялтан ҫӳлелле пӑхрӗ те тупӑка ҫӗклесе пыракан манахсене:— Пӑрӑнӑр, аттесем… — терӗ. Кунта вара темиҫе пӑнчӑ, ӑс-пуҫ малалла нимӗн те каласа памасть-ҫке, ун вырӑнне пуринчен ытла: чӗлхе, пуҫ, вӗсен хыҫҫӑн, хай, чӗре те калаҫма пуҫлать, вӑл пурах пулсан. Ҫапла! Севастополе эсир пирвайхи хут пырса кӗретӗр пулсан, хӑвӑр курма ӗмӗтленнине кураймӑр. Хӗрхенӳ — йӗрӗнӳпе пӗр тӑванах-ҫке-ха. Шутласамӑр, эпӗ сире хисеплеме пултараймастӑп. Пӑх! Иртен пуҫласа каҫчен вӗсем ӗҫеҫҫӗ, ҫиеҫҫӗ, темӗн чухлӗ чашкӑ-тиркӗ, ҫӗҫӗ, вилка, кашӑк варалаҫҫӗ; ма, ӗҫ — чашкӑ-тиркӗ ҫӑвасси, вилкӑсемпе ҫӗҫӗсене тасатасси, эпӗ ир ултӑ сехетрен пуҫласа ҫурҫӗрчченех тенӗ пек ҫавӑнпа аппаланатӑп. Анӑ питех те лайӑх мар пулнӑ. Карчӑкӑн шутсӑрах ачана пӗр ик-виҫӗ ӑшӑ сӑмах калас килнӗ, анчах вӑл акӑ мӗнрен хӑранӑ: ӑшшӑн калаҫас пулсан, ача ҫапла шухӑлшама пултарать: «Мӑнаккӑшӗ хӑйне айӑплӑ шутлать…» — Епле х-хитре вырӑн ку! — Акӑ вӑл Хура Йытӑ! Хура Йытӑ! Чул кӑмакари вутӑ ҫатӑртатса ҫунма пуҫласан, Марийка хулпуҫҫийӗпе Андрей ҫумнерех лӑпчӑнчӗ: — Акӑ халь ман чӗрере те ҫакӑн пекех: савӑнӑҫлӑн ҫатӑртатса ҫунать… — Хӑй сывмарришӗн ҫеҫ вӑл мана юратми пулчӗ-шим? Корчагина чикӗ ҫывӑхӗнчи ялсенче Октябрь уявне ирттерекен комиссине суйланӑ. — Ой, хӑта! Ӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатма пултарасси ҫинчен шухӑшласан, Вера маншӑн тӗнчере темрен те хаклӑрах, — пурнӑҫӑмран та, чысӑмран та, телейӗмрен те хаклӑрах пек туйӑнчӗ! Владимир Дубровский — кадет корпусӗнче вӗренсе тухнӑ та гвардире корнет пулнӑ; ашшӗ ӑна унта кирлӗ пек усрама нимӗн те хӗрхенмен, ҫамрӑк ҫын килтен хӑйне кирлинчен те ытларах илсе тӑнӑ. — Николай Антоныч, — каллех хӑйне хӗрхенессе кӗтсе мӑкӑртатрӗ Ромашка. — Ҫӗрне алтма хӑнӑхнӑ эпир. Пурте ун ҫине тӗлӗнсе пӑхса илнӗ. Эпӗ тӳссе пурӑнмашкӑн пултараймастӑмччӗ, хӑш чухне эпӗ выльӑх-чӗрлӗхӗн, йывӑҫӑн, чул таврашӗн ырӑ енне палӑрткаланӑ пулсан та ӑна эпӗ хама-хам сӑнас тесе тата хам вӑйсен запасне, ҫӗр ҫинче хам мӗн таран тӗреклӗ тӑнине пӗлес тесе ҫеҫ палӑрткаланӑ. Вара эпӗ тӗлӗнмелле, хаваслӑ шӑтӑкра — «Марусовкӑра» пурӑнма тытӑнтӑм, — ӑна Хусанти студентсен пӗр ӑрӑвӗ кӑна мар пӗлет пулӗ. Володя йӗркеллех вӗренчӗ, эпӗ кӑмӑлӑм хуҫӑлнӑран нимӗн тума та пултараймарӑм. Крыльца ҫинче Лушка аллисене хыҫалалла тытрӗ, ним чӗнмесӗр карлӑк ҫумне таянчӗ. Анчах, инкеке хӑйсем ӑҫта лекнине пӗлеҫҫӗ ҫав вӗсем. — Сан аҫу япалан тути-масине пӗлет пулмалла. Ҫыпҫӑнма юрататӑн иккен эсӗ, Ҫемен, тимрепе пӗрех!.. Кирпӗчсене савӑнӑҫлӑн вырнаҫтара-вырнаҫтара хурса, Ардальон кӑшкӑркалатчӗ: — Эх, ӗҫлер-ха, ачасем, турра мухтамашкӑн! Ҫавӑн пек хатӗрленсен, ватӑ сунарҫӑ юланут ҫывхарса килессе кӗтсе тӑнӑ. — Эпӗ юратнӑ пулӑттӑм ӑна, — хӑвӑрт ответлерӗ Луиза. Вӑл мӗнпур этемлӗхӗн ирсӗр те суя, усӑсӑр иртекен пурнӑҫӗ ҫинчен шухӑшларӗ. Троекуровӑн пысӑк библиотека пулнӑ, унта пуринчен ытла XVIII емӗрти француз писателӗсем ҫырнӑ кӗнекесем усраннӑ. Ҫак библиотека пӗтӗмпех унӑн хӗрӗ аллинче пулнӑ. Эпӗ хӑвӑртрах утрӑм та ун патне ҫывхартӑм. Кунта — кичем, сивлек, шанчӑксӑр, вилӗм, вилӗм… — Эсӗ ыран ирпе ун бригадине ҫит-ха, унта ӗҫсем мӗнле пынине пӗлсе кил. Ман шухӑшпа, ҫав шыв ерипенех ҫӗр ӑшне анса кайнӑ пулас, вара океан шывӗ каллех пӗр-пӗр ҫурӑк витӗр юхса аннипе ҫак тинӗс пулнӑ. Анчах ҫакӑн пек тӗрӗс вӑхӑт та ученӑйсемшӗн ҫителӗксӗр — вӗсен хӑйсен тата чӑн-чӑнрах вӑхӑт тӗрӗслӗхӗ пур: вӗсен хӑш чухне секундӑн ҫӗрмӗш, миллионмӗш пайне те шутлама тивет. Эпӗ халь ӗлӗкхи пекех айван мар. Пӑшӑрханса ӳкнӗ Рада ырӑ та, хаяр та чӗнмерӗ. Ну, мӗнле те пулин пултарӑпӑр. Тӳрех калатӑп сире, Огарнова тӗрӗс шухӑшласа кӑларнӑ. Ромашка ҫеҫ манран:— Сывалтӑн-и? — тесе ыйтрӗ. — Пӗлместӗп, пӗлместӗп… Пӑван нумайччен ним чӗнмесӗр выртрӗ. — Пахча тӑвасшӑн — тавҫӑрса илчӗҫ хула ҫыннисем. Ирсӗр укҫа тӑванран та сивӗтет. Вӑл султана персе антарса, Стара-планина ирӗке тухнине пӗтӗм тӗнчипе пӗлтерӗ! — терӗ Зли-долӑри хурал пуҫлӑхӗ. Тепӗр сехетрен вӑл акӑ хамӑр тахҫан Евгений Онегина суд тунӑ залра эстрадӑра ларчӗ. Йӑл кулса илсе, каларӗ: — Эсӗ, Иван пичче, чӗмере иккен! Хаяр халӑх мар. «Ге, ге, ге! Мӗн пек йӑлкӑшат!» — кӑшкӑрса ярать те Басаврюкӗ, червонецсене ывӑҫӗ ҫине тӑкма тытӑнать. — Ге, ге, ге! сасси мӗнле! Павел тӗлӗнсе пӑхнипе куҫхаршисене йӗрӗнчӗклӗн хускатса илсе, вӑл купе алӑкӗ патне кайса тӑчӗ те лакпа витнӗ пӗчӗк туфлин вӗҫӗпе урайне тӳсӗмсӗр шӑкӑлтаттарма пуҫларӗ. Ҫак самантра мана вӗри пулса кайрӗ. Вӑл пӗр йӗлтӗрсӗр-мӗнсӗрех тухса кайрӗ, унӑн ури йӗрӗсем вара ҫӳхе те ҫирӗп юр ҫинче кӑшт кӑна курӑнаҫҫӗ. Эпӗ ҫакна та аван пӗлетӗп: Кювьепе Блюменбах ун йышши шӑмӑсене нимӗн иккӗленмесӗрех авалхи мамонт шӑммисем тесе шутланӑ. Шупкаланнӑ пӗлӗт каллех кӑвакарма пуҫларӗ, анчах халь вӑл ӗнтӗ ҫӗрлехи кӑвакпа кӑвакарать. Вӑл сана ӑҫта та пулсан вырнаҫтарӗ. Вара вӑл майӗпенех, сисмесӗрех, ывӑлне юратас вырӑнне, Павел Никонова курайми пулса тӑчӗ. 1923 ҫулта Гамбургри восстанире Эбнерӗн пӗҫҫине пуля тивнӗ, халь акӑ ҫак кивӗ суран тепӗр хут уҫӑлнӑ та Эбнерӑн вырӑн ҫинчех выртма лекнӗ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче карап икӗ хутчен ҫав тери , вӑйлӑн ҫӗклене-ҫӗклене илчӗ те, чылай каютӑсен алӑкӗсем уҫӑлса кайрӗҫ, ыйхӑран вӑраннӑ ачасем йӗрсе ячӗҫ, палуба ҫинче матроссен сассисем илтӗнчӗҫ, ҫурма тӗттӗм барта каллех лампӑсене ҫутрӗҫ. Сталин, Рузвельт тата Черчилль килни ҫирӗппӗнех паллӑ пулса тӑчӗ. Пирӗн, юлташсем, тата ҫакна та курса тӑрас пулать, — пирӗн ҫул ҫинче, нимӗҫсемсӗр пуҫне, тӗрлӗ контрреволюциллӗ бандӑсем нумай. Шӑп икӗ эрнерен Дубровский хуларан Кистенӗвка ялне хӑй мӗнле майпа тытса тӑма тивӗҫҫи ҫинчен хӑвӑртрах пӗлтерме хушакан хут илчӗ. Тӗнчери пролетариат ҫулпуҫӗ Ленин вилчӗ. Вилнӗ Татьяна Васильевна — ҫӳлти патшалӑха лектӗрех вӑл! — никама авланма е качча тухма ирӗк памастчӗ. — Эсӗ ан шарла! Ӑна кӑштах хуҫрӗҫ те, Андрей Андреевич вара питех те савӑнӑҫлӑн хӑйӗн пӳрнисене шампа сӑххисем ӑшне кӗртсе ячӗ. «Эпӗ хамӑн аннепе атте ывӑлӗ мар, Володя шӑллӗ мар, телейсӗр тӑлӑх, пӑрахса хӑварнӑ ҫӗртен хӗрхенсе илсе кӗнӗ ача пултӑм пулӗ», — терӗм эпӗ хама хам, ҫак айванла шухӑш мана темле хурлӑхлӑн лӑпкарӗ ҫеҫ мар, пӗтӗмпех тӗрӗссӗн туйӑнчӗ. — Эпӗ! — хирӗҫ чӗнчӗ такам. Ӑҫта ӳкерсе хӑвартӑн-ха эсӗ саламатна? — каллех ыйтрӑм унран. Ҫук, ҫук, чарӑнмасӑрах иртсе каятӑп!» Питех те ыйхӑ килтерекен кунсем хушшинче ҫак чи хытӑрах ыйхӑлаттаракан кун пулчӗ пулас. Шӑв-шав хыҫҫӑн телейлӗн хӑтӑлни Ирхи апат ҫисен эпир пит хаваслӑ кӑмӑлпа манӑн кимӗ ҫине лартӑмӑр та юханшыв леш енне пулӑ тытма кайрӑмӑр, кӑнтӑрла ҫиме апат-ҫимӗҫ хамӑрпа пӗрлех илсе кайрӑмӑр; вӑхӑта пит аван ирттертӗмӗр вара, сулла пырса пӑхрӑмӑр, вӑл тӗрӗс-тӗкелех ларать, киле каҫхи апат тӗлне тин таврӑнтӑмӑр; пӑхатпӑр та — пурте хӑраса ӳкнӗ, шуйханчӑк, анкӑ-минкӗсем пек ҫӳреҫҫӗ; пире каҫхи апат ҫисенех ҫывӑрма выртӑр теҫҫӗ, мӗншӗнне каламаҫҫӗ, ҫӗнӗ ҫыру пирки те пӗр сӑмах та шарламаҫҫӗ; пире кирлӗ те мар-ха вӑл, хамӑрах вӗсенчен лайӑхрах пӗлетпӗр; Пӑхӑр-ха: хурал! Памастӑп!.. — А-а-а-а, ҫӗрлеччен-и?! — йынӑшса ячӗҫ те урса ҫитнӗ хӗрарӑмсем, халран кайнӑ Давыдов ҫумне каллех сӗлӗхсем пек пыра-пыра ҫыпӑҫрӗҫ, чӑрмалаҫҫӗ ӑна, хӗнеҫҫӗ, шӑлпа та ҫырткаласа илеҫҫӗ. — Хм… ҫапла, — тенӗ вӑл пӗррехинче шухӑшлӑн, ача ҫине тӳртӗн пӑхкаласа, — ҫак ача та сусӑр-чӑлах. Григорий Шишкин вӑт — вӑл ухмахрахскер, вӑл ҫынӑнне илме мар, хӑйӗнне те парса пӗтерӗ! — А-а! Ромашов подпоручик. Лайӑх ӗҫлетӗр пулас эсир ҫынсемпе. Ерипен вӑл йӗнер ҫинелле хӑпарать; унӑн шухӑшӗсем таҫта инҫетре ҫӳреҫҫӗ пулмалла. Пурне те палӑртнӑ вӑхӑта туса ҫитермелле, унсӑрӑн кахалланса ӗҫлекенсене чӑлахлӑх кӗтет: ҫӗнӗ хуҫа пур енӗпе те хӑйӗн вилнӗ мӑшӑрӗ пек пулма шутларӗ. Ывӑлӗ таҫта тухсан, Ивина ман ҫине икӗ минута яхӑн чӗнмесӗр пӑхрӗ те сасартӑк йӗрсе ячӗ. Эпӗ нихҫан та тӗлсӗр калаҫмастӑп, ман ун пек пулмасть, анчах эсир, Макарушкапа иксӗр, клирос ҫинчи тиаккӑн пек, ман ҫине черетпе кӑшкӑратӑр, паллах ӗнтӗ, эпӗ вара ирӗксӗрех хам шухӑш йӗрӗнчен пӑрӑнса каятӑп. Ҫак пысӑк башня хӑй аманнӑ та юн юхтарать тесе шутлама пулать. Вӑл хӑвӑрт тӳрленсе тӑчӗ, пуҫне ҫӗклерӗ, вара, хӗҫӗпе шаклаттаркаласа, хастарлӑн, анчах та малтан утнинчен хулленрех утрӗ. Акӑ иртнӗ каҫ пирӗн пата Веневран пӗр купец килчӗ, — вара мана унӑн тарҫи каласа пачӗ… Эсир унпа усӑсӑрах калаҫса хӑвӑрӑн кӑмӑлӑра пӑтратрӑр! Мӗнле майпа? — Эсӗ апата каятӑн-и? — ыйтнӑ юлашкинчен Любовь. — Тӗлӗнмелле тӗлӗк, — тет тухтӑр. — Эх! Эпӗ шыраман ӑна. Михӗсемпе витнӗ улӑм ҫинче Тимур ларать. Хӑй умне вӑл поселок карттине сарса хучӗ. Йӗри-тавра ачасем ларса тухрӗҫ. Анчах чернилне мӗнрен туса парӑпӑр ӑна? Анчах ҫав пурте — ашкӑнса хӑтланни ҫеҫ! Кунта вара уткаласа ҫӳресе хамӑн кӑмӑл ҫитнӗ таран шухӑшлама пултараттӑм. Унтан Дениска юн ӗҫсе тултарнӑ мӑнтӑр шӑна тытрӗ, ӑна шӑрчӑка пачӗ. Калама ҫук шӑппӑн та чӑтӑмлӑн итлерӗҫ Нежданов сӑмахне. Вӑл ҫӗнӗ задачӑсем ҫинчен, чугун ҫул мастерскойӗсем ҫӗнӗ тапхӑра кӗни ҫинчен каларӗ. Унтан Мери Джейн ҫыру илсе пычӗ, — тетӗшӗ ҫырса хӑварнине, — король ӑна сасӑпа вуларӗ те макӑрса ячӗ. Акулинӑпа ун хушшинче ҫыхӑннӑ ӗҫсем ӑна хӑйсен ҫӗнӗлӗхӗпе савӑнтарнӑ; тӗлӗнмелле хӗр хушнине итлеме уншӑн йывӑр пулнӑ, анчах ҫапах та унӑн пуҫне хӑй панӑ сӑмаха тытас мар шухӑш пыман. Анна Сергеевна упӑшки вилсен ҫулталӑка яхӑн ялтан та тухман, унтан йӑмӑкӗпе пӗрле ют ҫӗршыва кайнӑ, анчах Германире кӑна пулнӑ. Унта вӑл кичемленнӗ те … хулинчен хӗрӗх ҫухрӑмра ларакан хӑйӗн юратнӑ Никольскине пурӑнма тавӑрӑннӑ. Унтан ҫавӑнтах, хӑйӗн яланхи йӑлипе:«Унӑн пит курӑмлӑ хура куҫӗсем хӗрӳллӗ хастарлӑхпа та йӗрӗнӳпе ялтӑрарӗҫ», — хушса хучӗ шухӑшлӑн. — План! Сӑтӑр тумалли планӗ ҫапла пулнӑ унӑн. Сывмарскер тутине йӗпетнӗ, кружкине каялла панӑ чух кашнинчех тав туса, хӑйӗн вӑйсӑр аллипе Дуньӑн аллине чӑмӑртанӑ. — Апла эппин Джим унчченех ирӗклӗ ҫын пулнӑ пулсан, мӗншӗн-ха ирӗке кӑларма кирлӗ пулчӗ ӑна санӑн? Усал ӗҫ туса айӑпа кӗнӗ ҫын кун пек ҫырма пултараймасть. Илтрӗн-и? Тӗттӗмлӗх ҫав тери ҫӑра пирки баржӑсем те курӑнмаҫҫӗ, фонарьсем ҫутатса тӑракан тӗтӗм пек пӗлӗтсем тӗлӗнче мачта вӗҫӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ. — Вӑл питӗ ватӑ-и? Эпӗ унпа пивнойӗнче паллашрӑм; ӑна унта хӗнеме хатӗрленнӗччӗ те икӗ хут ҫапнӑччӗ ӗнтӗ, эпӗ вара ун хутне кӗрсе ӑна ҫавӑтса тухрӑм. Тимур вара пиччӗшӗпе сывпуллашрӗ. — Эсир тӗрӗсех каларӑр. Пурте сисчӳленчӗҫ. А, эсӗ-и ку! Курас килмест ман ҫав мӑн ҫамкаллӑ шуйттана! Ох, ку Баннике! пӗтерсех хучӗ-ҫке мана! — Тата мӗн? Пӗр листине туртса илтӗм, алчӑранӑ Ромашов ун-кун пӑхкаларӗ, ни вилӗ, ни чӗрӗ вӑл. — Ха-ха-ха! — кулса янӑ Ежов, вучах патӗнчен пӗр ҫирӗм утӑм кайсан. — Эсӗ ухмаха ернӗ пулмалла, ват турчка!» Эсир шуйттана та улталӑр, эсир пурне те пӗлетӗр: акӑ мӗншӗн килтӗм эпӗ сан патна! Тата хам тӗллӗн эпӗ Варшавӑра та нимех те тӑвайман пулӑттӑм. — Эсӗ пакӑлти мар вӗт? Шыв лупашкисенче хӗвел шевлисем юхнӑн туйӑнаҫҫӗ. — Кам пӗлет сана, — кулса илчӗ Андрей. — Вӑл хӑва тӗмӗ патӗнче ларакан Павкӑна тинех асӑрхарӗ. Ку — Урата сыхлавҫин авалхи-авалхи ҫурчӗ, — чул тенкелсемлӗ, гранитран касса тунӑ выртмӑшлӑ, вучахлӑ тӗттӗм ханкӑр. Айртон ҫинчен юлташӗсене пӗр сӑмах каласа памасӑр вӗсем сӗтел хушшине вырнаҫса ларчӗҫ. Шпалсене шӑн тӑпра ҫине тӳрех, лупашкалатса хурса вырнаҫтараҫҫӗ. Анчах, нимӗн иккӗленмесӗрех калатӑп — пулнӑ. Ытла та кӑмӑла кайрӗ мана ҫак уҫӑ сӑнлӑ, хаваслӑ ҫын. Ахӑрнех вӑл Катя патӗнче ҫывӑрнӑ пулмалла, хӑй ҫине Катя халатне уртса янӑччӗ, эпир япаласем вырнаҫтарнӑ чух ҫав халат тӳммисем пӗрмаях татӑла-татӑла ӳкрӗҫ. — Лаша хатӗр, — тенӗ вӑл тата. Зеб тӗлӗнмелле пуҫсӑр юланут хыҫҫӑн нумайччен пӑхса тӑнӑ. Радио тӑрӑх талӑкра виҫӗ хут:«Вӑхӑт тӗрӗсленине итлӗр…» — тесе пӗлтереҫҫӗ. Микеле Пӑван патне ҫывхарчӗ. Аптраса ӳкнӗ Марийка урамрах тӑрса юлчӗ. — Ну, темех мар, — терӗ Лушин, — ан именӗр. Куратӑп, Солтыс, эсӗ тӑрӑшма пуҫласшӑн ӗнтӗ. Эсӗ пӗтӗмпех ӑнлантӑн-и? Клещов юрласа пӗтерсен вӑл йывӑррӑн сывласа илсе каларӗ: — И-ии, ачам, чӑнах та юрлать… ҫӑва патне кайманскер! Ку яшӑ тӳрӗ ҫын пулчӗ, ахалех эсӗ, Кассий, ун ҫинчен элеклесе хӑтлантӑн. Мӗн-мӗн ҫинчен кӑна калаҫмарӑмӑр эпир! Вальӑн чӗрӗпне, университета ҫирӗм пус укҫалла сутнӑскерне те аса илтӗмӗр. Кунта Измайловски полкра ӗлӗксенче хӑйпе пӗрле службӑра пулнӑ, халь отставкӑра пурӑнакан унтер-офицер патӗнче чарӑнса, хӗрне шырама тытӑннӑ. Ҫӑка айӗнче уҫӑ та лӑпкӑ; сулхӑна вӗҫсе кӗрекен шӑнасемпе пыл хурчӗсем те майӗпен сӗрленӗн туйӑнать; ӗнчӗ тӗслӗ вӗтӗ те таса, ем-ешӗл курӑк чӳхенмест; вӗсен ҫӳлӗ тунисем, тӗлӗнсе хытса кайнӑ пек, ним хускалмасӑр лараҫҫӗ; ҫӑкан аялти турачӗсем ҫинчи сарӑ ҫеҫкесен пӗчӗк ҫупкӑмӗсем чӗтренмесӗр ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пӗтӗмӗшпе вара, ҫак туслӑх ача шӑпишӗн чӑн-чӑн ырӑ парне вырӑннех пулса тӑчӗ. Ҫапла тӑхӑр кун иртет. Эпӗ сире хамӑн шухӑша хисепсӗр теместӗп: енчен вӑл сирӗншӗн кулӑшла пек туйӑнсан, кулӑрах тархасшӑн; тепӗр хут та калам сире, вӑл мана нимӗн чухлӗ те кӳрентерес ҫук. Ҫапла вара сарлака та ҫӳллӗ, пӑшал пеме тӗрлӗ вырӑнсенче шӑтарса тунӑ шӑтӑклӑ ултӑ хутлӑ башня, кӗпер ҫинчи чаплӑ ҫурта кӗмелли пӗртен-пӗр тимӗр алӑк, ҫӗкленекен кӗпер; башня леш енче — вӑрман; башня умӗнче, кӗпертен ҫӳлӗрех, башньӑран аяларах — тӳремсӑртлӑх, унта вӗтлӗх ӳсет; кӗпер айӗнче, башньӑпа тӳремсӑртлӑх хушшинче, тӗмсемпе хупланса ларнӑ тарӑн та ансӑр типӗ вар, хӗлле вӑл кӗрлесе юхать, ҫуркунне пӗчӗк ҫырма, ҫулла — чул тӗплӗ тарӑн вар пулать, — акӑ мӗнле пулнӑ вӑл Говэнсен халӑх ҫинче Тург тесе ят панӑ замокӗ Тург-Говэн. Иохим, чӑнах та, шӑхличӗ калама пит ӑста. — Ҫавӑнпа упӑшка та эпӗ. Вӑл ҫакна аса илчӗ — ку ӗҫ первомаецсем патӗнче «наступлени» чи хӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра пулчӗ, — вӑл пӗррехинче вӑрманпа пынӑ чух инҫетренех асӑрхарӗ: пӗр вунӑ ҫулалла ҫитнӗ ача хӑмасенчен трубина пекки тунӑ та ун ҫине шыв стаканӗ вырӑнне чӳлмек катӑкӗ лартнӑ, ҫав катӑкран шыв «ӗҫе-ӗҫе» тата, Воропаев пекех, чышкипе сулласа, темӗнле сӑмах калать. Анчах пирӗн ӗҫ ӑнмарӗ. Трелони пенӗ самантрах Гэндс пӗшкӗнчӗ те, пуля ун ҫинчен шӑхӑрса иртсе матроссенчен пӗрне тиврӗ. — Анӑпӑр, — терӗ Гленарван. Анчах ҫак минутра рояль сасси ҫумне тата юрланӑ сасӑ хутшӑнчӗ. Ку хыпара илтсен, килнӗ ҫын хытӑ кӑшкӑрса пӑрахса саламатне ҫӗкленӗ; анчах Дуня, кун пек сценӑсене куркаланӑскер, пӳлӗмрен чупса тухнӑ та, килнескертен: санӑн мӗн те пулин ҫиес килмест-и? — тесе ҫемҫен ыйтнӑ. Аэлита пуҫне хирӗҫлесе сулларӗ. Унӑн савӑнӑҫлӑ ҫӳҫ кӑтрийӗсем пит сайраланнӑччӗ, хӑлхисем хӑпартланса тӑратчӗҫ, куҫ шуррисем ҫине тата хыртарса янӑ питҫӑмартисен сафьян пек ӳт-тирӗ ҫинче вӗт-вӗт хӗрлӗ юн тымарӗсен ҫӑра карӑмӗ тухса кайнӑччӗ. Бомбисене нимӗҫсем лӑпкӑн, чӑн-чӑн ӗҫ тунӑ чухнехи пек, темиҫешер заход туса, тӗлсене васкамасӑр суйласа илсе пӑрахаҫҫӗ. Унтан Гальцин фортепьяно умне ларчӗ те цыган юррине юрласа пачӗ. Самаях аван юрларӗ вӑл. Ҫуртсемпе хӳме-картасен тӳп-тӳрӗн те ярт-уҫҫӑн ӳкнӗ мӗлкисем чул сарнӑ ҫула ҫурмалла пат татса уйӑрнӑччӗ — пӗр пайӗ пачах хураччӗ, тепри вара яка та ҫаврака чӑмаккасемпе ҫу сӗрнӗ пекех ялтӑраса выртатчӗ. Эпӗ хама, аллӑма ҫыхӑ тытнӑскере, Ленинград урамӗпе утса пынӑ пек куратӑп. Унта тӗттӗмлӗхре ларса шыв шӑпӑлтатнине итлесе тата судно пӗр евӗрӗн ярӑнтарнипе, эпӗ кӑшт ҫеҫ ҫывӑрса кайман. Владимир вӗсене вуламасӑрах ҫуркаласа тӑкрӗ. — Хаклӑ Сломан, Луиза Пойндекстер — вӑл леди, Морис Джеральд… — Кусем лайӑхах пиҫсе ҫитнӗ, — терӗ вӑл юлашкинчен, — варени тума, лешсем кукӑль пӗҫерме юрӑхлӑ. — Паллах, пулнӑ, ачам. — Эсир пире килӗшӳллӗ ҫынсем мар, — терӗҫ вӗсем. Ха, епле тӗртет ӑна шалтан. Анчах та Володьӑн кӑмӑлне кайнӑ курӑнать вӑл, мӗншӗн тесен тепӗр ҫур сехетрен вӗсем шӑкӑлтатса калаҫа-калаҫа килсе кӗчӗҫ. Утасса вӑл хӑвӑрт мар, анчах питӗ шултра ярса пусса, вӑрӑм та ҫинҫе туя ҫине ҫӑмӑллӑн таяланса утать. Вӑл, ӑна юлашки телейсӗр экспедицие кӑларса ярас тесе, хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне пӗтернӗ иккен. «Вӑт ухмах, — шухӑшларӑм эпӗ ун ҫинчен: — каҫа хӑйӗн кӑмӑллӑ тӑванӗсемпе ирттерме пултарать вӗт-ха, — вӑл пур, ларать ҫак выльӑхпа; халӗ ӗнтӗ вӑхӑт иртсе пырать, хӑна пӳлӗмне каймашкӑн кая юлатпӑр», — ҫапла шухӑшланӑ май эпӗ креслӑн пӗр хӗрринчен хамӑн тусӑм ҫине пӑха-пӑха илтӗм. Стефчов ларнӑ ҫӗртен тӑчӗ те, малти ретрисен енне пӑхса: — Хуҫасем, кунта революци шухӑшӗсене сараҫҫӗ, аслӑ султан правительствине хирӗҫ калаҫаҫҫӗ. — Акӑ вӑл часах таврӑнӗ, вара чӗлхи те унӑн япшар пулӗ. — Эпӗ хама хам та ҫителӗклӗ таран вӑрҫрӑм. Манӑн пурнӑҫӑм ҫӳҫ пӗрчи ҫинче тӑрать. Сильвер ман хута кӗмен пулсан, эпӗ халӗ виле пулаттӑм ӗнтӗ. Вилӗмрен хӑрамастӑп эпӗ, доктор, асаплантарассинчен хӑратӑп. Эпӗ хамӑн вӑй ҫитнине пурне те тӑватӑп, — терӗ. Люба, Катьӑпа пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ пулин те, пур енчен те йӑлтах урӑхла хӗрача. — Мӗн туса пурӑнатӑн эсӗ кунта? Кунта вӗсем хӑйсене хуҫа пек тытаҫҫӗ, пахалӑхне пӗлесшӗн пулса, кӗнекесемпе картинӑсене тыта-тыта пӑхаҫҫӗ, вӗсемшӗн графсем хушса ларакан хаксене хӑюллӑн ӳстерсе яраҫҫӗ. — Ту ҫинелле каясшӑнччӗ. Эпӗ кушакла макӑртӑм, макӑртӑм, вара ватӑ Гэйс мана: «Ҫӑва латлех кайтӑрччӗ ку кушак!» — тесе, чулпа пеме тапратрӗ. Вӑл Китая ҫитме пултарнине Португалире шанман. Ҫак сас-хурапа тарас шухӑша пӑрахнӑ Дик Сэнд хӑй малтан выртнӑ кӗтесе йӑваланса кусса кайрӗ те ҫав териех вӑрӑм туйӑннӑ ҫӗр иртнине, ҫӗнӗ кун — хӑй пурнӑҫӗнчи юлашки кун — пуҫланнине курчӗ… Эпӗр ӑна хирӗҫ утрӑмӑр. — Чпг-дг!.. — хӑраса кайса асӑрхаттарнӑ Маякин, унтан хӑвӑрттӑн, пичӗ ҫине савӑшлӑ кулӑ ӳкерсе, ҫаврӑнса пӑхнӑ. Темиҫе миллиард тонна йывӑрӑшӗпе вӑрхӑнакан ҫӗр аллӑ градуслӑ тайлӑмалла меслетсӗр ыткӑнса анать те, унӑн вӑй-хӑвачӗ мӗн таранччен ӳссе кайнине пӗлме май та ҫук. Студентсем пырса магазин хыҫӗнчи пӳлӗмре нумайччен лараҫҫӗ, кӑшкӑрашаҫҫӗ, тем ҫинчен пӑшӑлтатаҫҫӗ. Вӑл хӑй ӑшӗнче ҫав тӗлӗнмелле ҫынпа темле пит интересленсе кайнине туйнӑ, — Луиза Пойндекстер хӑй таврашӗнчи суйланӑ обществӑра хирӗҫ пулакан мӗнпур ҫынсенчен те ҫав ҫын пит уйӑрӑлса тӑнӑ. Вӑл вилнӗ ӗнтӗ… апла тунипе унӑн ыратмасть, кӳренмест те вӑл… Ҫӑкӑр илсе килмерӗҫ, тетӗн? — Сирӗн ывӑлӑр хам ку таранччен палланӑ чи лайӑх ҫынсенчен пӗри, — хавассӑн ответлерӗ Аркадий. Эпӗ вӗренесси пӗтичченех салтаксемпе пӗрле уй тӑрӑх чупса ҫӳреттӗм, унтан вара вӗсене пӗтӗм хула урлӑ казармӑсем патне ҫити ӑсататтӑм, хыттӑн юрланисене итлесе ырӑ сӑн-питсене пӑхкаласа пыраттӑм, сӑнӗсем пурте ҫӗнӗскерсемччӗ, тин ҫеҫ ҫаптарса кӑларнӑ пилӗк пуслӑх укҫасем пекехчӗ. Ытарма ҫук аван судно! Вӗсем кунталла килмеҫҫӗ, пирӗн иксӗмӗрӗн пытанма кирлӗ мар. Анчах ҫавӑнтах Петро Семиглаз, сӑмса шӑтӑкӗсене выляткаласа илсе, Умрихина ятлама тытӑнчӗ: — Карланку пӑрӑнса лартӑр! Ку ҫурт сарлака та лутра, хӑй йӑлтах хуралса кайнӑ, унӑн пӗр айӑккинчен ҫӳлелле аист мӑйӗ пек ҫинҫе те вӑрӑм башня хӑпарать, ун тӑррине вара кӑшт ҫивитти пекки туса хунӑ. — Ай, ан та калӑр. Мирон Алексеевич — ыйтатӑп сиртен! Разметнов пукан хыҫӗ ҫине сӗвенсе ларчӗ те ахӑлтатсах кулса ячӗ: — Неушлӗ укҫӑра туртса илесрен хӑратӑр вара? Вӑхӑт-вӑхӑтӑн кантӑк ҫӗмӗрӗлнӗ пек сасӑсем те илтӗнеҫҫӗ, ҫав сасӑсем вара ҫинҫелсе-ҫинҫелсе пыраҫҫӗ те таҫта инҫете-инҫете кайса ҫухалнӑнах туйӑнаҫҫӗ. Еврейсем пурӑнакан кӗтесӗн варринче, выльӑх пусмалли ҫӗре каякан ҫул ҫинче, синагога. Кичемӗн пӑхса ларать ҫак кивӗ ҫурт. Чӑнах та ӗнтӗ шӑматкунсенче синагога пушӑ ларать тесе ӳпкелешме ҫук, анчах та халӗ кунта пӗртте ӗлӗкхи пек мар, раввин пурӑнӑҫӗ те вӑл ӗмӗтленнӗ пек пулса пымасть. Карапсем тинӗсри ҫунакан чул ҫине пыра-пыра тӑрӑнӗҫ те путма пуҫлӗҫ. Ҫакнашкал шӑрӑхра унӑн ӳт-пӗвӗ супӑньпе сӗрнӗ пекех кӑпӑкланса каять пулӗ, факт!» — Нимӗн кӑсӑкӗ те ҫук унта, — кӑмака хуппине пӗтӗм чӗринчен шатлаттарнӑ май, мӑкӑртатрӗ Ярмола. Англири хӑшпӗр пуян джентльменсем ҫуллахи канмалли кунсенче ҫирӗм-вӑтӑр миле омнибуса турттарса каякан лашасене хӑйсемех тытса пыраҫҫӗ. — Каҫарӑр, — кӑшкӑрчӗ Лушин, — вӑл хӗрӗхрен иртнӗ пулнӑ. Ку чӑн-чӑн сӑмах — туслӑх тени. Степка вут хӗррине тӗтӗм тухасран ҫӗре вырнаҫса ларчӗ, аллине картлӑ-картлӑ кашӑк тытса, хуран ҫине шухӑшлӑн пӑхса шыв кӑпӑкланасса кӗтрӗ. Укҫа ҫинчен шухӑшласшӑн марччӗ эпӗ, мӗншӗн тесен укҫа сана ним чухлӗ те илӗртменнине курсах тӑраттӑм. Чунӗсенче ҫав тери салху. Урисем ӗшеннипе хуҫӑлса ӳкеслех. — Ҫук, вӑл мар. Ӑнланаймастӑп! Вӑл мана ҫывӑрнӑ чух пусма пултарать. Пӗтӗмпех ҫакӑн пек пӑтрашса кайрӗ пулсан, мӗншӗн пусас мар-ха? Давыдов ун ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ, унтан вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те сухаланӑ ҫӗртен тухрӗ. Алӑсем кӳтсех кайрӗҫ шӑннипе: тӑлӑп ҫухине те антараймастӑп! Санпа пурӑниччен те ман пӗрре пурччӗ, — ҫавнашкаллисенченехчӗ… Ау… Вӑл хурҫӑ пек ҫирӗп, пӑр пек сивӗ. Эпӗ ватӑлмалӑх кунра ҫӗннишӗн калама ҫук хыпса ҫунма пуҫларӑм, ытла тӗлӗнмелле! Пӗр-пӗрин ҫурӑмӗ ҫине хӑпарӑр-ха, манӑн сирӗн питӗрсене пӑхасчӗ. — Салма пӗҫерме, — кӗскен ответлерӗ Макар. Вӑл ременӗсене вӗҫертнӗ, самолёт колпакне каялла сирсе хунӑ та, нимӗҫ ҫине хӑй сиксе ларас пек, пӗтӗм шӑмшакне, шӑнӑрӗсене хытарса лартнӑ. Сана производитель теҫҫӗ пулсан, хӑвна та, мана та, ват ҫынна, намӑс кӑтартас марччӗ!», тесе ҫухӑрашатӑп. Эпӗ садра ӑнӑҫсӑр хуралланӑ хыҫҫӑн, мана эрне хушшинче мӗн пулса иртнине каласа пама хушас пулсан, аптӑраса ӳкнӗ пулӑттӑм. Пӗр цыганка мана та ыр вилӗмпе вилместӗн терӗ — анчах ку суя япала. Траурлӑ заседанисенче ун пек сӑмахсем калама йышӑнман пулин те, вӑл калани никама та тӗлӗнтермерӗ. Ледковах ҫав ӗнте! — Эй турӑҫӑм, хӗрхенсем мана! — кӑшкӑрса ячӗ вӑл. Пирӗн самолет ҫӳлелле урӑх каяйми пулчӗ. Хам ҫӗтӗк-ҫатӑксем, шӑмӑсем шыраса ҫӳренӗ чухне ҫавӑн пек пустуй япаласене эпӗ пӗр уйӑхрах вунӑ хут ытларах пуҫтарма пултарнӑ пулӑттӑм. Чӗрӗ-и вӑл, тытса хупнӑ-и ӑна? Тепӗр самантранах мӑк ҫине ларчӗ те, тӗллӗн-тӗллӗн юнланнӑ аякпӗрчисемпе шупка кӗренленсе тӑран шӑмӑсене ӗмме тытӑнчӗ. Урамра Соколова тӗрӗксем асӑрханӑ та хыҫҫӑн хӑвалама тытӑннӑ, анчах вӑл хӑйне хӑвалакансене таҫта кая хӑварма пултарнӑ. Эпир тӗрӗс ҫул ҫинче! — Ун чух эпӗ никам ҫине те шухӑшлама пултараймарӑм. Эпӗ ун ҫинчен кӑштах пӗлнӗ пек туйӑнать мана. Ача хӑйӗн яланхи йӑлипе унӑн питне хыпашланӑ чухне, пӗчӗк те вичкӗн пӳрнисем унӑн пичӗ ҫинчи пӗркеленчӗксене, усӑнса тӑракан мӑйӑхне, путӑк питҫӑмартисене, питҫӑмарти ҫинчи куҫҫулӗсене лайӑхах астуса юлнӑ. Разведкӑра пӗрре ҫеҫ мар пулса курнӑ Терентий Жигалов халӗ те чи малта пыратчӗ. Артамоновсем тупӑк хыҫӗнчен вилнӗ ҫыннӑн арӑмӗпе хӗрӗ хыҫҫӑн утса пычӗҫ; анчах ҫак хула ҫыннисен кӑмӑлне каймарӗ; хӑйӗн тӑванӗсем хысӗнчен утса пыракан курпун Никита халӑх кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса пынине илтрӗ: — Хӑй камми — паллӑ мар, ҫапах та тӳрех малти вырӑна сӗкӗнет. Чӳречерен кӗреймест вӗт ха вӑл!» — Эпӗ! — терӗ Николай, мала тухса тӑрса. Ахӑрнех, ҫӗр айӗнче вут ҫуннипе сӑрт айӗнче таҫта шалта газсемпе парсем пуҫтарӑнса тӑнӑ пулмалла. Пирӗн хушшӑмӑрта кам асли, кам кӗҫӗнни палӑрмастчӗ; анчах халь, хам каласа кӑтартакан вӑхӑт ҫитсен, Володя ҫулӗпе те, интересӗсемпе те, пултарулӑхӗпе те мана юлташ маррине эпӗ ӑнланма пуҫларӑм. — Эсир паян никама та курмарӑр-и вӗсем патӗнче? Членсем пурте тенӗ пекех пухӑнса ҫитрӗҫ, Димо Беспортев кӑна ҫукчӗ. Эпӗ… ҫывӑрмастӑп вӗт? Ахаль сухаҫӑсемех, кӗтӳҫӗсемех… Хам ача чухне яланах вӗсемпе ашкӑннине те астӑватӑп-ха. — Пӗлӗтсем ҫине пӑхӑр, — тесе канаш пачӗ ӑна Джон Мангльс. Халӗ ӗнтӗ малалла та пӗр икӗ эрне хушши ҫакӑн пек пуласса вӑл хӑйӗн опычӗ тӑрӑхах пӗлет. Вӑл ҫапла каларӗ: — Сирӗнтен пӗри те унтан чӗррӗн таврӑнаймасть. Ҫынсем йӑла тӗлӗшӗнчен пӑсӑлма пуҫлани ҫинчен, эрех сутакан жид майрин чӗри йывӑҫ пек хытса ларни ҫинчен шухӑшлакаласа пынӑ хушӑра, михӗсем ларнӑ ҫӗре пырса тухрӗ те тӗлӗннипе чарӑнса тӑчӗ. Вӑл пӗлкеленӗ тӑрӑх, пӗр-пӗр ратнере «Святая Мария» ҫинчен сӑмах-юмах ҫӳренӗ пулать. Вӑл этем чӗрин пӗтӗм чӗрӗ хӗлӗхӗсене виле шӑнӑрӗсене тӗпчесе пӗлнӗ пек вӗреннӗ, анчах хӑй пӗлнипе вӑл нихҫан та усӑ курма пӗлмен: ҫапла пулать-ҫке хӑш-пӗр чухне, чаплӑ анатомик та сивӗ чиртен сыватма пултараймасть! — Ҫук, — терӗ Пӑван, — мана халӗ нимӗнпе те пулӑшма май ҫук. «Вокзала каятӑп, — терӗ хӑйне хӑй Ромашов. Ҫамрӑк Дубровскийӗн сӑмахӗ, унӑн уҫӑ янӑракан сасси тата вӑл хӑйне ҫав тери лайӑх тыткалани хӑй ӗҫне турӗҫ. Карлӑклӑ пусмасем ҫумне те хӗрлӗпе кӑвак кӗмсӗрккесем сырӑннӑ; ҫил, кӗпе-йӗмсене варкӑштарса, ҫын кӗлеткисене тӗлӗнтермӗш формӑсем кӳнӗ, вӗсем е курпунлӑн, е ҫавраканнӑн, е хӑмпӑ пек тулса кайнӑн курӑннӑ. Гедеон атте лутака та йывӑр, хырӑмламас ҫын, пичӗ-куҫӗ кунжут ҫӑвӗ тултарнӑ бурдюк пек йӑлкӑшса тӑрать. Пӗр сӑмахсӑрах вӑл ӑна капитан вырӑнне йышӑннӑ пек туйӑнчӗ. — Мӗн тӑвас? Мӗн тумаллине ӑнлантарса парсан, вӗсем ӗҫе лайӑх тӑвасса шанатӑп. Пӗчӗк отряд кӗпертен темиҫе фут аяларах анса шыв ҫинченех каҫрӗ те, татах хӗвелтухӑҫнелле хӑйӗн ҫулӗпе малалла кайрӗ. — Мӗн ун ҫинчен ытлашши калаҫмалла? Эпӗ ун пурнӑҫӗн ҫулӗпе утатӑп пулать те, мӗнле ун ҫинчен шутлас мар-ха? Тӗрӗссипе, халӗ унпа калаҫма юрамасть вӗт?» Ҫак сӑмахсенчен ӗнер кӑна тӗлӗнеттӗм-ха эпӗ. Пӗрре эпир хамӑр пичче Авдюш, Михеев Федор, Хӑрахкуҫ Ванюш, Хӗрлӗ Тури Ванюш тата урӑх ачасем те пӗр вуннӑна яхӑн ҫав фабрикӑн кивӗ аппаратӗнче ҫӗр каҫрӑмӑр. Ҫапах та «ҫӳлтисем» илтрӗҫ пулас Бенедикт пичче кӗлтунине. — Пӑлхав хускатнӑ чух пӗр саманта ҫеҫ тытӑнса тӑрас пулсан та Бяла Черквана калама ҫук намӑс пулать! — терӗ Мичо бай. Ҫак самантран йывӑрланнӑ ҫул тата хӑрушланса кайрӗ. Ӗненместӗп! Вӑл кратер конусӗ тавра чалӑшшӑн ҫавӑрӑнса пырать. Ку ӗнтӗ tradition. Вӑл тӳртӗн ҫеҫ пӑхнӑ хушӑра эпӗ сыхланса тӑмаллине туйса илтӗм, вӑл ӑнкармалла мар кулкаланӑ хушӑра хӑй ӑшӗнче темӗн пытарса тӑнине туйрӑм, анчах мана унӑн тӳрӗ сӑмси ӑнран ячӗ, сӑн-питне пӑхсан малтанах мӗнле ҫын иккенне пӗлес хӑватӑм пур тесеччӗ-ҫке эпӗ. Хӑш-пӗр тӗлте йывӑҫсен чулланса кайнӑ пысӑк тымарӗсем ҫӗр ҫинче ҫиелте выртаҫҫӗ. Ку вӑл Африкӑра час-часах тӗл пулакан ҫӗркӑмрӑклӑ тӑпра палли. Анчах вӗсем эпӗ «еху» тата «гуигнгнмсем» тесе камсене шутланине ниепле те ӑнланма пултараймарӗҫ. Анчах Митман куна урӑхларах ӑнланчӗ. «Вырӑссем ман салтаксене персе пӑрахрӗҫ ӗнтӗ, тыткӑна лекнисенчен пӗрне те хӑвармарӗҫ, ман хамӑн та пурӑнмалли нумай юлмарӗ», тесе шухӑшларӗ вӑл. Анчах ҫавӑн пек пулмалла. Эсир ыттисенчен пачах уйрӑмччӗ, халӗ вара ыттисемпе пӗрех пулса тӑтӑр. Расчет хӑҫан илетӗн? Вӑл ҫунат ҫийӗсене сарчӗ, ҫуначӗсене сиктеркелесе илчӗ. — Артошенька!.. — макӑра-макӑра каларӗ ача ӑна хирӗҫ. Вӑл шурӑ пӗлӗт тӗлӗнче питӗ аван курӑннӑ. Халӗ тӑшман пикировщикӗсен стройӗ вӗсенчен сылтӑм енче ҫакӑнса тӑнӑ. Юлашки листана вуласа тухсан:— Ну, мӗн тӑвасшӑн вара эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл. — Мӗн вара? Юргин темиҫе хутчен те каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ: аслӑ командирсенчен пӗри те урӑхла команда памасть. — Вӑл урӑхлатса ҫитереймерӗ ҫав. Ун ҫинчен калама та йывӑр, — терӗ. Вӑл паҫӑр пируска чӗртнӗ чухнехи пекех чӗркуҫленсе чавсисем ҫине ӳпӗн выртнӑ та шӑрпӑк чӗртме тытӑннӑ. — Кам эс? — пӑлхарла ыйтрӗ Марко. — Тӳрӗрех калӑр ӗнтӗ, — тенӗ Фома синкеррӗн. Ултӑ ҫул хушши карап ҫинче хирургра пурӑнтӑм, икӗ карап ҫине куҫса куртӑм, Ост-Индипе Вест-Индие темиҫе хут ҫӳреве кайса килтӗм. Ҫак ӗҫре эпӗ хам пурнӑҫа пӑртак юсарӑм. Кавалерист, исполком хапхи патӗнче лаши ҫинчен михӗ пек персе анчӗ те, хӗҫне аллине тытса, йывӑр аттисемпе пусма картлашкисем тӑрӑх шаклаттарса хӑпарса кайрӗ. Шура ҫӑварӗнчи пирусне чӑмласа, сурса кӑларчӗ те кулса ячӗ: — Калӑн, таса ҫын тесе. Санин ун ҫине чӗнмесӗр пӑхрӗ. «Пурте Хорь чӗпписем, — терӗ Федя, пирӗн хыҫҫӑнах пӳрт умне тухнӑскер: — кунта пурте ҫук-ха; Темӗн чул вӑхӑтран эпӗ пысӑк ҫул ҫине тухрӑм. Ҫаксене ҫинӗ вӑхӑтра хӑвна ху сӑрт-туллӑ Шотландире таҫта шалта, Малькольм-Кэстль столовӑйӗнче ларнӑ пек шутласа илме пулать. — Тӳрех ҫакӑнта операцисем тума тытӑнатӑр-и? — ӗненмесӗр те хаваслӑн ыйтрӗ хӗр. Вырӑн тӗлӗнче унӑн сӑнӗ ҫакӑнса тӑрать, сӗтел ҫинче Китай вази ларать, ваза ҫинче вӑл юратнӑ фиалка чечекӗсем пур. Пӗр уйӑх каялла санӑн вӑл шухӑшсем… — Мӗншӗн? Джима пулӑшма тӑрӑшатпӑр Ҫав каҫ, пурте ҫывӑрса кайсанах, эпир ҫиҫӗмсирен тӑрӑх картишне антӑмӑр та, пӗчӗк сарая кӗрсе, шалтан питӗрӗнтӗмӗр, ҫутатакан йывӑҫ ҫӗрӗкӗ пӑрахса, ӗҫе тытӑнтӑмӑр. — Епле каяс-ха манӑн? Эсӗ ман урана ҫӗмӗрсе тӑкрӑн вӗт. Вӑл ачашланинче темӗнле тутлӑ япала, Фома халиччен астивсе курман ҫӗнӗ техӗм пулнӑ. Ача, карчӑк куҫӗнчен тинкерӳллӗн пӑхса, темӗн кӗтнӗ пек тимсӗлсе тӑнӑ. Кун хыҫҫӑн Суламифь телейӗ тулнипе тӗттӗмре кулса илнӗ те:— Ыйтатӑп санран, — аллисемпе мӑйӗнчен яваласа лартса, хӑлхинчен пӑшӑлтатнӑ патшана, — ир килсе ҫитсен, пӗрле кайӑпӑр лере… иҫӗм пахчине… Анчах лешӗ, вӑрӑмми, ҫурӑмӗпе Левко еннелле ҫаврӑнса тӑраканни кам-ши? Ватӑ сунарҫӑ, вӑл сунар йывӑр пулассине пӗлчӗ, ҫавӑнпа сыхланма мӗн кирлине пурне те турӗ. Ку аван-им вара? — асӑрхаттарчӗ казаксенчен пӗри. Виҫӗ тус аслӑ ҫул хӗрринче тусанпа вараланнӑ, ывӑннӑ красногвардеецсем иртнине пӑхса тӑраҫҫӗ. Путсӗр! Нагульновпа иксӗр ҫинчен манӑн паянах бюрора ыйту лартма тивет. Урасене хуллен ҫӗрелле антарса эпӗ алӑк патнелле утрӑм, ҫур алӑкӗ уҫӑ тӑрать, — коридорта, лампа айӗнче, хыҫлӑ йывӑҫ пукан ҫинче пӗр чӗрӗп пуҫӗ евӗрлӗ кӑвак пуҫ мӑкӑрланса тӑрать; вӑл ман ҫинелле тӗксӗм куҫ лупашкисемпе пӑхать. Мана пирӗн капитан каласаччӗ — пӗлетӗр-и, Старцев; ырӑ, айван чун… вӑл сирӗн ҫинчен каласаччӗ: эсир чӑн-чӑн дикарь пекех пурӑнатӑр, никампа та курнӑҫмастӑр, тет. «Салтакӑн ӗнсе ҫинче те куҫ пулмалла», тесе ахальтен калаҫмаҫҫӗ ҫав. Ашшӗ, аллине алӑк янахӗсенчен илсе, ывӑлӗ еннелле ярса пуснӑ, унтан, сасартӑк шӑмарса пӑхса, тӑпах чарӑннӑ. «Мӗнешкел мӗскӗннӗн курӑнатӑп пулас эпӗ!» — шутларӗ вӑл, анчах ҫавӑнтах вӑтанчӑк ҫынсем час-часах тӑвакан леш яланхи меслетпе лӑплантарчӗ хӑйне хӑй: «Именнӗ-намӑсланнӑ чух кирек хӑҫан та ҫаплалла, пурте курса тӑнӑ пеклӗн шутлатӑн, чӗннипе вара ҫакӑ хӑвна ҫех паллӑ, ыттисем ӑна пач та асӑрхамаҫҫӗ». — Эпӗ унран пӗрре кӑна мар тӗрлӗ сӑмахсемпе ыйтаттӑм: — Эсир куна мӗншӗн тӑватӑр? — Ӑҫтан пӗлетӗн-ха эппин? Капла мӗнле? Кун пек туни тупнӑ лаша таканне ҫухатнӑшӑн пулакан инкекрен ҫӑлӑнма пулӑшаканччӗ, анчах эрешмен вӗлернӗшӗн тивекен инкекрен те ҫав меслетпе хӑтӑлма пулать тенине илтмен эпӗ. Тӗттӗмре посыльнӑйсем лётчиксене хушамачӗсемпе чӗнсе чупкаласа ҫӳренӗ. Ҫав вӑхӑтрах хӗрарӑм прави, ирӗклӗхӗ ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Стена витӗр тӗрӗс калама пӗлмен чӗлхепе савӑнӑҫлӑн каларӗҫ: — Тутар хӗрӗ — луччи! Ҫамрӑк чӑх пек! Тӗлӗнсе хытса каймалла хитреччӗ ҫакӑ. Анчах халӗ сӑмах австриецсене хирӗҫ пысӑк восстани тума хатӗрленни ҫинчен пырать. Унӑн пичӗ хӗрелсе карӗ, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, упӑшкине чӗнсе илчӗ. Чупса пычӗ те вӑл, уйӑха икӗ аллипе те пӗр харӑс ярса илсе, алӑран алла пӑрахса, — пӗр-пӗр мужик чӗлӗм чӗртме ҫара алӑпа кӑвар илнӗ пек, — хуҫкалана-хуҫкалана аллине вӗрме тытӑнчӗ; юлашкинчен уйӑха васкавлӑн кӗсйине чикрӗ те, ним пулман пекех, малалла чупрӗ. Эпӗ хамӑр сеттльментре уншӑн пилӗк доллар илетӗпех пулӗ ӗнтӗ. Унта-кунта ҫавра симӗс тӗмӗсем курӑнкалаҫҫӗ, ҫавна кура эпӗ ӗнер хӗрсем епле ҫавсем ҫине пуса-пуса иртнине асӑма илтӗм. Морис пӗлсе тӑнӑ: койотсем йывӑҫсем ҫине улӑхма пӗлмеҫҫӗ, хӑй ҫав ҫакӑнса тӑракан вырӑн ҫине хӑпарса выртсан, вӑл койотсем ҫине канӑҫлӑнах пӑхса выртма пултарнӑ. — Мӗншӗн манӑн авланмалла-ха? — терӗ хирӗҫ Федя. Пысӑк куҫлӑ малярка Катя — лайӑх юлташ тата начарах мар комсомолка. — Шанатӑп, эсир унпа ҫапах та тӗл пулман-и? — ыйтрӗ майор. Тург башнине икӗ е виҫӗ центнер тар хурса, вӑйлӑн сирпӗнтерни унӑн хулӑн стенкине витӗрех шӑтарнӑ. Ҫакна сирӗн ӗҫӗре кӑтартакан хут ҫине ҫыртарса хӑварма тӑрӑшмалла пулать ман. Хирте талккишпех хӗрлӗ те кӑвак чечексем пулӗҫ. — Эсӗ мӗнле, Анфиса Марковна? — Лейб-медик пулнӑ май, — терӗ Лушин, — эпӗ королевӑна хӑнасене пӑхма вӑхӑт ҫук чухне балсем тума хушмӑттӑм. Лере, Суздальре, Япушкин хӑй ӗҫсе вилнӗ, вӑл ҫырнисене, паллах, вӑрланӑ. — Суятӑн эсӗ темскер, — асӑрхаттарчӗ Артамонов. Чиркӳ пурнӑҫ йӗркисене туса тӑнӑ, турра ӗненекенсен ӳт-пӗвӗпе чунӗн хуҫи пулнӑ. Пӳртсем умӗнчи пӗчӗк пахчасенчи тусанланнӑ ҫӗмӗртсемпе ырханкка улмуҫҫисен турачӗсем ҫийӗпе темиҫе провод ҫиппи тӑсӑлнӑ, вӗсем ҫӑл тарасисемпе тӗкме карти шалчисенчен явӑнкаласа тӑнӑ. Авалхи грексем Хӗвеле Гелиос турӑ тенӗ, римлянсем — йӑлтӑртатса тӑракан Феб, славянсем Ярило турӑ тесе ят панӑ. Лайӑхрах сӑнаса пӑхрӑм та, пуҫне йӑлтах касса татнине асӑрхарӑм. Ҫак офицер Ромашовра яланах вӗчӗхӳллӗ те ӑнланмалла мар туйӑм хускатнӑ, шикленни пекрехскер те вӑл, кӑсӑкланнӑ евӗртерехскер те. Перевалран иртсен вӑл, ҫын ҫӳрекен ҫула айӑккине хӑварса, сӑртсен хӳттинче ҫын ҫӳремен вырӑнсемпе океан хӗррине тухма ӗмӗтленнӗ. Печорин кӑшт кӑна шуралчӗ те пӑрӑнса тӑчӗ. Кунта авӑ — кур та савӑн — чӑхсен главнокомандующийӗ туса хучӗҫ. Темӗнле майпа площаде Петлюра патне делегаци пырса тухнӑ. Тенкӗ ҫаврӑнса улӑхрӗ те чӑнкӑртатса ҫӗре ӳкрӗ, пурте ун патнелле тӑрӑнчӗҫ. Сӗтел ҫинче выртакан ҫӑраҫҫийӗпе телеграммине ҫаплипех пӑрахса, Женя пӳлӗмрен сирпӗнсе тухрӗ те ҫак тӗлӗнмелле те хӑрушӑ ҫуртран сиккипех ыткӑнчӗ. Тӗрӗссипе каласан, ҫулҫӳревҫӗсен тӗп тӗллевӗ вӑл, урӑх ҫӗршывсен пурнӑҫӗнчи лайӑх тата начар примерсене илсе кӑтартса, ҫынсене ҫутта кӑларасси, вӗсене ырӑ ӗҫсем тума вӗрентесси, вӗсен ӑс-тӑнне аталантарса пырасси пулать. Темиҫе минутранах аптӑраса ӳкнӗ таркӑнсем «Дункан» ҫине кӗрсе инкекрен хӑтӑлчӗҫ. Пӗтӗм шкул ачисем ӑмсанса пӑхса тӑччӑр тесе, Джефф Тэчер ҫавӑнтах хӑй пиччӗшӗ пулакан аслӑ ҫынпа пӗр тан пек калаҫкаламашкӑн малалла утса тухрӗ. Унӑн программи ҫапла пулнӑ. Анчах ӑна вӑл эпӗ «Британи» ҫинче чухне пурнӑҫа кӳртменччӗ. Пулма пултарнӑ, «Британи», Кальяоран тухсан, Ҫӗнӗ Зеланди еннелле ҫул тытнӑ пулӗ. Хӗрарӑм ӑна аллипе ачашшӑн сӗлтсе пӳлсе хунӑ. — Ҫук пулсан, ҫак сехетрен пуҫласа вӑл йӗрке пулӗ, — терӗ Дик. — Сире карап хӳринче ҫӳреме чаратӑп эпӗ! Лайӑх тухрӗ. — Майданников ҫӑра уҫҫисене кӗсйине чикрӗ, тӑкӑрлӑк тӑрӑх вӗҫтерчӗ. Николай мана вӗрентме питӗ юрататчӗ, ҫавӑнпа та ман пуҫа пурӑнӑҫра ҫав тери кирлӗ пӗр-пӗр япалана кӗртсе лартма кашни майлӑ самантпах усӑ куратчӗ. Эпир ҫавӑнталла таврӑнасси манӑн пуҫа та кӗмерӗ. — А эсӗ ут, мур, утах эсрел… — тетчӗ. Килсе тухакан майсене ҫеҫ вӗҫертмелле мар, малта пыракан ӗҫченсенчен пӗрне е тепӗрне хӑвӑр енне ҫавӑрмалла, ӑнланмалла чӗлхепе парти политики ҫинчен каласа памалла. Тӑвӑл урмаллипех урать. Анчах ку вӑл ҫӑмӑл япала мар. Литературӑпа тата йывӑртарах. Доктор, климат та часах хӑйӗн ӗҫне тытӑнасси ҫинчен ӗнентерсе парикӗпех тупа турӗ: пиратсен лагерӗ шурлӑх патӗнчех вырнаҫнӑ, вӗсен нимӗнле эмел те ҫук, вара тепӗр эрнерен вӗсенчен ҫурри сив чирпе йӑваланса выртӗҫ. Вунӑ ҫул каялла эпӗ хулпуҫҫи ҫине вуникшер пӑт ҫӗклесе хураттӑм — нимӗн те марччӗ! Пӗри сарӑ хӗрарӑм, тепри хура. Халь ӗнтӗ Уйӑхпа Хӗвел тӗттӗмленесси ҫинчен тӗп-тӗрӗс те малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ. Тупӑнаҫҫех ун пеккисем. Ҫур сехет хушшинче, ку вӑхӑта эсир трактирта ларса ирттернӗ, ҫанталӑк улшӑнма ӗлкӗрнӗ: тинӗс ҫинче тӑракан шурӑ тӗтре пӗр ҫӗрелле пуҫтарӑна-пуҫтарӑна чӑмӑртаннӑ-мӗн те, хӑмӑр та салхуллӑ тачка пӗлӗтсем пулса тӑнӑ. Ку пӗлӗтсем хӗвеле хупласа хунӑ; ҫӳлтен темӗнле салхуллӑ йӗпхӳ пӗрӗхсе тӑрать, вӑл пӳрт тӑррисене, тротуарсене тата салтак шинелӗсене йӗпетет… — Жуликсем вӗсем, кахалсем, — хӗрӳллӗн ответлерӗ ӑна хирӗҫ Алексей. Пирӗн! Вӑл манран моряк тӑвасшӑнчӗ… Кирлӗ пулсан, рифсене илме тата паруссене лартма та пӗлетӗп эпӗ. Мӗн пӑхса тӑмалли пур вӗсем ҫине? — чӑтаймасӑр пӳлчӗ ӑна ача. — Елена, — терӗ Инсаров малалла, — эпӗ сана юрататӑп, ҫакна эсӗ ху та пӗлетӗн, эпӗ саншӑн хам пурнӑҫа пама хатӗр… мӗншӗн-ха эсӗ ман пата халь, эпӗ сывӑ мар чухне, хама хам тытса чарма пултарайман чухне, манӑн юн вӗресе тӑнӑ чухне килтӗн… эсӗ манӑн, тетӗн… эсӗ мана юрататӑн… Чечеке ларнӑ ҫинҫешке тӑрӑллӑ тӗттӗмрех симӗс вӗлтрен ҫӳлелле кармашать; йӗплӗ, ытла та хӑмӑр кӑвак чечеклӗ туратламас куршанак хӑмла ҫырлинчен те, ҫынран та ҫӳлӗ ӳссе кайнӑ, тӗл-тӗл вӑл вӗлтренпе пӗрле ватӑ улмуҫҫисен шупка симӗс тӗслӗ лапсӑркка турачӗсене перӗнет, туратсем ҫинче вара шӑмӑ пек яп-яка та чӑмӑр панулмисем пиҫеҫҫӗ, вӗсем ҫинче сывлӑм шывӗ те типсе ҫитеймен-ха. Сад патне пӗр кӗтӳ стражник пухса, гетманец чупса ҫитрӗ, вӑл револьверне сулкаласа:— Каймастӑр пулсан, халех пурсӑра та тытса хупса лартатпӑр. Кӑткӑсем вӑранман-ха, вӗсен йӑви пушӑ пекех туйӑнать. Пӑванӑн аманнӑ сулахай алли утиял ҫинче выртать, вӑратас тесе Мартини ун аллине майӗпен хускатрӗ. Киле тавӑрӑнасшӑн ура ҫине тӑчӗ, анчах ҫемҫелнӗ чӗри кӑкӑрӗнче лӑпланма пултараймарӗ, вӑл вара е хӑйӗн урисем айне шухӑшлӑн пӑхса, е куҫ хӗсекен темӗн чухлӗ ҫӑлтӑрсем ҫине пӗлӗтелле пӑхса сад тӑрӑх хуллен утма пуҫларӗ. Тӗрӗсех тумарӑм эпӗ, урапа тапрӑм, айӑпне ӗнтӗ хам ҫинех илетӗп, анчах вӗт эпӗ те ҫынах, чул катӑкӗ мар. Картлашка кукӑрӗсенчен пӗринче ҫамрӑксем чарӑнса тӑчӗҫ. Вара Монтанелли ун патӗнчен майӗпен ҫаврӑнса кайрӗ. Акӑ, каччи еннелле пач та пӑхман, урисене аран ҫеҫ куҫаркалакан, ним хускалман хулпуҫҫиллӗ, кӳренчӗк те шартламас сӑнлӑ Тальман мӑнаҫлӑн юхса-шуса иртрӗ, унпа юнашар хаваслӑ Епифанов качака таки пеклӗн сиккелерӗ. Ҫакӑн ҫинчен вӑл мана кайран, каретӑра, тӗттӗмре каласа пачӗ, эпӗ унӑн сӑн-питне пӑхса илесшӗн пулса, хӑраса ларнӑ чухне каларӗ. — Веткин шӑлаварӗнчен сӑрӑ замш йӗнӗллӗ пӗчӗк те хӳхӗм револьвер туртса кӑларать, ҫакна май кӗсйи те пӗтӗмӗшпех тулалла таврӑнса ӳкет. «Анчах, — тетӗп, — аташса каясран манӑн пӗр шанӑҫлӑ меслет пур вӗт, вӑл — мана лабиринтра тӗрӗс ҫулпа илсе пыма пултаракан хамӑрӑн шанӑҫлӑ шыв юхӑмӗ. — Э-э! — карчӑк куҫ харшийӗсене нумай пӗлтерӗшлӗн хускаткаласа илчӗ. Аялта, палуба ҫинче, шыв алхасса сирпӗннӗ, матроссем савӑнӑҫлӑн кулнӑ… Ҫав вӑхӑтра ракетница хыттӑн шаплатрӗ. Ҫакна илтсе эпӗ ирӗксӗрех: «Хуҫи патне кӳртиччен мана ҫакнашкал тем те пӗр хӑтлантараҫҫӗ пулсан, ҫак ҫурт кунти паллӑ та чаплӑ ҫыннӑн пулӗ», тесе шутларӑм. Кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн Артамонов:— Тӑшман кунта та ҫитрӗ-и? — тесе ыйтрӗ. Вӑл мана туса панӑ пурнӑҫа темле чӗрчун та чӑтса пурӑнаяс ҫукчӗ. Ҫурҫӗр тӗлӗнче такам алӑкран пырса шаккарӗ. — Ярмаркӑра тунӑ усламран хӑйне тивекен пайне патша илетех! — хушса хучӗ Алвиш. Турӑ ҫынни пек пулса ҫӳрекен Пӳлӗме пӗр аллӑ ҫулалла ҫитнӗ ҫын кӗрсе тӑчӗ, унӑн шуранка та тӑрӑхларах питӗнче чечче вырӑнӗсем палӑраҫҫӗ; хӑй вӑрӑм та кӑн-кӑвак ҫӳҫлӗ, хӗрлӗ пӗрчӗллӗ сайрарах сухаллӑ. — Ҫук, ҫук, эпӗ те каятӑп, эпӗ пултараймастӑп, — ҫине тӑчӗ Аннушка. Маша куҫ умӗпе тата урӑх ирсӗр, нимӗн тӗлсӗр курӑнусем те ирте-ирте пынӑ. Женя ют хӳме патӗнче явкаланса ҫӳренине Ольга терраса крыльци ҫинченех курса тӑчӗ, ҫапах та йӑмӑкне кансӗрлесшӗн пулмарӗ вӑл, мӗншӗн тесен лешӗ паян ир ахаль те нумай макӑрнӑ. Апла пулсан — мӗнле-ха? — Мӗн каларӑн эс мана? — тӳрленсе ларчӗ Дымов. Куҫӗсем унӑн тарӑхнипе хӗрелсе-йӑмӑхса кайрӗҫ. Юлашкинчен хӑни тӑчӗ те:— Манӑн ҫывӑрма выртасчӗ, — терӗ. Ыттисем пурте ун ҫине кӑмӑллӑн пӑхса тӑчӗҫ. Ҫавӑн патне, тетӗп. — Юрать-им апла? Унтан… дуэль хыҫҫӑн… эсӗ, кӑмӑлу пур-тӑк, каҫару ыйтма та пултарнӑ пулӑттӑн… Ну, ку ӗнтӗ сан хӑв ирӗкӳ. — Ҫук! — терӗ вӑл тепӗр кунне Аркадие: — ыранах кунтан каятӑп. Хӑраса хытса кайнӑскер, вӑл ҫул аяккипе пыракан сукмак ҫинче тӑнӑ, вырӑнтан тапранма та вӑйӗ пулман унӑн. Киле каялла ҫитнӗ чух эпӗ Любӑна пите-куҫа кулӑшла туса кӑтартма ҫӑвара уҫнӑччӗ кӑна, пирӗн хапхан пӗр енне таянтарса хунӑ хура тупӑк витти мана шалтах тӗлӗнтерчӗ те, ҫӑвара хупма та манса кайрӑм. Анчах сасартӑк урамра йытӑ сасси илтӗнсе кайрӗ. Тӗсӗ ун пит сайра тӗл пулаканскер те кулӑшла тӗсчӗ: шӑши пек йӑлт хӑмӑр, купарчи ҫинче ҫеҫ ула, хурапа шурӑ пӑнчӑсем йӑрӑмланаҫҫӗ. — Желтухинӑра татах выльӑхсем вилеҫҫӗ, — терӗ арман хуҫи арӑмӗ: — Иван аттен икӗ ӗни те вилсе кайнӑ… Бубенчиковсене пӗлместӗп эпӗ, илтмен те тесен, вӑл кӑмӑлсӑр пулчӗ. Джонни амӑшӗ тӑнран кайса ӳкнӗ пулнӑ. 1-мӗш утнӑ ҫарӑн радиостанцийӗ фронт командующин: «Пӗтӗм утлӑ ҫара Ровно хулине илме ярӑр», текен приказне илет. Вара вӑл пуҫне ҫӗклесе ҫырма тӑрӑх пӑхрӗ, анчах ӑна нимӗн те курӑнмарӗ. — Эпӗ арӑм патне фургона ларатӑп. — Ман пуҫа ҫакӑн пек шухӑш килсе кӗчӗ: Соrpus Domini кунӗ, халӑх крепость умӗнчен иртнӗ чухне, эпӗ полковник ҫулне пӳлӗп те, ӑна тӳрех ҫамкинчен персе вӗлерӗп. Хурал ҫыннисем пурте мана тытма чупӗҫ, эсир вара ҫав вӑхӑтра юлташсемпе пӗрле Ривареса хӑтарма пултаратӑр. Ҫакӑп пек юсанми киревсӗр, усламшӑн ҫунакан ҫынна, калаҫу ӑна усӑллӑ ӗҫ ҫинчен пырать пулсан, ӗненме юрать те пуль. Лешӗ хӑй мӗн тума пултарнине пӗтӗмпех тума пулчӗ те, пӗр-икӗ кунтан кӗрсе тухма хушрӗ. — Илтрӗр-и? Киле таврӑнсан, манан кӑкӑр хӗртме тытӑнчӗ; анчах эпӗ ҫакна ним вырӑнне те хумасӑр, туянса килнӗ япаласене пӑхма пикентӗм, картина мана ҫав тери килӗшмерӗ, ҫавӑнпа эпӗ ӑна, Володя пек рамка ӑшне лартса, хам пӳлӗме ҫакмарӑм, никам курмалла мар ҫӗре — кӗпе-йӗм шкапӗ хыҫне тӗплӗн пытарса хутӑм. Итле-ха: е мана кунтан кайма май килмесессӗн тата вӗсем ман патӑма хура шӑпа ярсан, вӗсем ман арча хыҫҫӑн йӗрленине пӗлсех тӑр. Ун чухне эсӗ лаша ҫине лар та, — эсӗ юланутпа ҫӳреме пӗлетӗн пулас, чӑн вӗт, — ун чухне эсӗ лаша ҫине лар та, мӗн пынӑ таран вӗҫтер… Ку вӑл штурман ҫырӑвӗ. Ҫак прерисенче тапӑнса хӑтланнисем те, каравансене ҫаратнисем те пулкалаҫҫӗ… — Эпӗ чашӑк-тирӗкне хамах хатӗрлӗп, эсир ларӑрах, ненько, — терӗ хохол, пӳлӗмелле кӗрсе. Сӑмахусене чухларах кала эсӗ!.. — Аван, — терӗм эпӗ. — Эпӗ сирӗн сӑмаха ӑнлантӑм пулас. Ҫапла эппин, ӗҫле те пурӑн. — Ай, мӗнле мӗштӗркке эс? Люба унӑн сӑмахӗсем ҫине тарӑхса, тутисене кӑшланӑ, пӗрре хӗрелсе, тепре шуралса кайнӑ, — ҫакна кура Фоман кӑмӑлӗ тулнӑ. — Никам та курӑнмасть, никам та чӑрмантармасть. Ун пек ӗҫ ӑнӑҫсӑр пулнишӗн пӗр ҫынна кӑна айӑплама ҫук, терӗ Кораблев. Вӑл, пуҫне ҫӗклемесӗрех, мана тимлӗн сӑнаса ларчӗ, хӑйӗн пичӗ ҫинче ултавлӑх курӑнса тӑрать. Джонни хӑй те пысӑкланнӑ, анчах ытла пӗтсе кайнӑ, характерӗ кӑралансах пынӑ, хӑй калаҫман, салхуланнӑ. Калӑн ҫав, ӑна акӑлчансен чӗлхипе калаҫма пикеннӗ француз тейӗн. Ну, аран-аран тӑна кӗтӗм, ун патне ярса пусрӑм, ӑна питӗнчен суртӑм та шалаварӗпе пиншакӗн кӗсйисене тавӑрма пуҫларӑм. — Пире эсир метрлӑ ҫирӗп йывӑҫ татӑкӗ парнелӗр, эпир ун вырӑнне сире примус парӑпӑр. Сулли пӗр тикӗс те лӑлкӑн шыв варринелле юхса пычӗ, Том приказсене пурне те ятне тума ҫеҫ пачӗ, вӗсем ниме те кирлӗ пулман, ниме те пӗлтермен. Йӑтса каяр. Ҫавӑнпа та гайдук, самаях пӗшкӗнсе пуҫ тайса, хӑйӗнчен темиҫе сӑмах хушса хума шутларӗ: «Ырӑ пан, эпӗ пӗлместӗп, сирӗн вӗсене мӗншӗн курас килет? Тен, юри улталама хӑтланаҫҫӗ пулӗ… Анчах Кирдяга пӗр вырӑнтан хускалмасӑр тӑнӑ, вӑл козаксене хӑйне кошевоя суйласа чысланӑшӑн тав тунӑ. Грушницкий такӑннӑ-мӗн; вӑл тытнӑ турат хуҫӑлнӑ та, хӑй месерлех аялалла шуса анатчӗ пулӗ, юрать-ха секунданчӗсем тытма ӗлкӗрчӗҫ. Том пуҫласа ячӗ — малтан хӑракаласарах, унтан ерипенех хӗрсе кайрӗ, унӑн сӑмаххи лайӑхрах юхма пуҫларӗ; часах суд залӗнче унӑн сасси ҫеҫ илтӗнсе тӑракан пулчӗ, ыттисем шӑпланчӗҫ. Ав, ҫӳлти чӳречесенчи ҫутӑсем ҫухалаҫҫӗ, утна тата калаҫнӑ сасӑсем вырӑнне харлаттарнисем илтӗне пуҫлаҫҫӗ, хуралҫӑ хӑмине ҫӗрлехилле шаккама тытӑнать, чӳречесенчен ӳкекен хӗрлӗ ҫутӑ ярӑмӗсем ҫухалсанах сад кичемреххӗн, ҫутӑраххӑн курӑна пуҫлать, сывлӑм сапнӑ сад ҫине йӑрӑм ӳкерсе, юлашки ҫутӑ буфетран малти пӳлӗме куҫать, вара мана чӳречерен кофта тӑхӑннӑ Фокан курпун кӗлетки курӑнать, вӑл, ҫурта тытса, хӑйӗн вырӑнӗ патнелле утать. Манӑн юрату халӗ ӗнтӗ аттене ахалех пек туйӑнман, аннен хӑйӗн Петрушине капитан хӗрне, кӑмӑллӑ та илемлӗ хӗре, качча илтерессисӗр пуҫне урӑх ӗмӗт те пулман. Серёжӑна вӑл пӗтӗмпех ҫавӑрса илчӗ. «Лузиада»! Сывлӑхӑм чиперех терӗм эпӗ. Пит тӗттӗм пулнӑ, аялтан та, ҫӳлтен те тем пек вӗҫтернӗ, хӑш чух пӗкӗ те палӑрман. Пӗчӗк отряд пӗр минутлӑха чарӑнчӗ. Ҫакна Иха, тен, урӑхларах, темлерех каларӗ ахӑр, анчах Гусев шӑпах ҫапла ӑнланать. — Ҫапла-с, мамзель, — пирӗн калаҫусем темле… магнитларах… Пӗлетпӗр эпир сана: татах пуҫ тӳпине сивӗ шыв тӑкма пуҫлатӑн. Эмиль хӑйне хӑй тусӗпе аппӑшӗн ӗҫне пулӑшакан ҫын тесе шутланӑ, ку ӗҫ питӗ майлӑ пулса тухнипе вӑл мухтанасси патнех ҫитрӗ! Ну, юрать, мӗн тӑвас тен сирӗнпе, комсӑпа… Ун ҫумӗнче аманнӑ воин асапланса тӑрать, ӑна тӗрткелеҫҫӗ, анчах ку, сывӑскер, хӑнк та тумасӑр ларать. Санин ун хыҫӗнчен пӑхрӗ… хаҫат тытса вулама пуҫларӗ. Ытти креолсем пекех, вӑл католичка пулнӑ, святойсем хута кӗрессине хытӑ ӗненнӗ. Алексей тек сыхланмарӗ ӗнтӗ. Ҫавсем ҫинчен ӗнтӗ Нагульнов ҫапла каланӑччӗ: «Ара колхозниксем-и вӗсем? Лайӑх, лайӑх. Кашнине ҫавӑн пек пулма турӑ патӑр! — Мӗнех вара, тен, кунта нумаях та тӑмӑпӑр, тен, часах мир пулӗ, вара отставка тухма вӑхӑт ҫитет те хайхи, — терӗ вӗсенчен пӗри. Унӑн ҫемйи пысӑк, хӑй вӑл — асли, пӗтӗм киле тытса пырать… Ӑнланатӑн-и эсӗ? Мӗнле чӑрсӑр хӗрарӑм хӑй ҫумӗнче ҫывӑртнӑ-ха, ӑшӑтнӑ-ха ӑна, вӑл тул ҫути килсен ҫеҫ тӑна кӗме пултарнӑ пулсан?». Анчах ҫӑлтӑрсен температури ҫурта ҫулӑмӗпе электричество ҫутин температурисенчен темиҫе хут хӗрӳрех, вӑйлӑрах. Францинчи географилле обществӑн секретарӗнчен те авантарах-и? — кӑшкӑрса ячӗ Паганель. Сӑмай май, кок, ҫамрӑк капитан чарнине астуса, хӑйӗн ним те тумалла мар ҫӗре — карап хӳрине — урӑх пымарӗ. Ку хӑйне евӗрлӗ вӗҫекен кит. Анчах ку йӑрӑмлӑ пысӑк кит та пулма пултарать — ӑна кӑвак кит теҫҫӗ — унӑн та сурӑм ишкӗчӗ пур, вӑрӑмӑшӗпе те вӑл чӑн-чӑн китсенчен пӗчӗккех мар. — Ан пӑлхан, — терӗ вӑл, — Эпӗ господин… господин доктор ҫав тери хаяррӑн мӑшкӑлланӑ тивӗҫлӗх туйӑмне пула та манӑҫас ҫук. Давыдов килсен, вӑл мӗн калӗ-ха ӗнтӗ? Том тата пӑртак тапаланкаларӗ те, шутсӑр намӑс курса, эстрада ҫинчен анса кайрӗ. — Устин сӑмса ҫунаттисене сарса мӑш-мӑш сывларӗ те, темле ҫарӑлтатакан сасӑпа хыттӑн та васкаса калама пуҫларӗ: — Сана ҫав-ҫавах кунта суйма памастпӑр эпир! Нумай вӑхӑт шухӑшланӑ вӑл унӑн сӑнне мӗнле тӑвасси синчен; вӑл ҫав эсрел пит-куҫне ҫын кӑмӑлне пӑтратмалла, ҫынна йӗрӗнтермелле тӑвасшӑнччӗ, ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа ҫӳренӗ вӑхӑтра унӑн пуҫне хутран-ситрен ҫав ростовщик сӑнӗ пыра-пыра кӗнӗ, вӑл вара ирӗксӗрех: «Акӑ кама ӳкермелле эсрел вырӑнне» тесе шутланӑ. Кунтах юлтӑр! — терӗ Николай. Ӑна хуллен ҫеҫ траншейӑна антарчӗҫ. — Мӗнле шалу пултӑр мана, улпутӑм!.. — Мӗн пулса иртет-ха вара? — пӳлсе ыйтрӑм та эпӗ итлеме хатӗрлентӗм. Ун сӑмахӗнчен эпӗ княжнапа хам ҫинчен хулӑра тӗрлӗ киревсӗр сас-хура сарӑлнине ӑнлантӑм: уншӑн Грушницкие ахалех иртмӗ-ха! Пӗлместӗр-и? Петр пукан ҫинче пуҫӗпе стена ҫумне хыттӑн тӗренсе ларать, урамра ҫав тери вӑйлӑ шав пулнипе стена чӗтрене-чӗтрене илет; ҫав чӗтренӳ хӑйӗн пуҫӗнчи мухмӑр пӑтранчӑкне пӗтерессе кӗтсе, Петр ним те чӗнмерӗ. Эпӗ пӳрт умӗнчех ӳсекен тут йывӑҫӗ ҫине пӑхса илтӗм, — вӑл ҫап-ҫара тӑрса юлнӑ, ун ҫулҫисене пӑр, хӑрушла вӑйпа киле-киле сӑптӑрса, йӑлтах тӑкса пӗтернӗ… Сылтӑмалла тыт! — тенӗ. Тӳпелешнӗ ҫӗре пирӗннисем пырса ӗлкӗриччен вӗсем мана пӗтӗмпех мӑнкун ҫӑмарти пек хӗретсе пӗтерчӗҫ, кӗпене те пӗтӗмпех ҫурса тӑкрӗҫ. Унтан тата — ҫак beaих arts ҫак искусствӑсем, э? Анчах, май пур пулсан, пит хӑрушшинех мар тата юн юхтармасӑр кӑначчӗ, тархасшӑн. Нагульнов тӳсеймесӗр ыйтрӗ: — Ну, мӗн эс унта? Зубов ҫамрӑк чух хресченсем хушшинче сӳс-ҫип таварӗсем пуҫтарнӑ. Ывӑннӑ ҫын сӑнарлӑ. Тарланӑ пичӗ халӗ те-ха типсе ҫитеймен, нӳрлӗ. Хӑйӗн ӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫланӑ рабочи сӑнарлӑ вӑл. Тен, эсир ӑна курма ӗлкӗретӗр-ха! сурансене ҫыхса янӑ ҫӗрте вӑл. — Ҫук, ҫапах та ӳстерсе пӑх эсӗ. — Мсье Вольдемар, паж пулса, унӑн кӗпе аркине ҫӗклесе ҫӳрӗччӗ, — тӑрӑхласа каларӗ Малевский. Пугачев мана хавассӑн алӑ пачӗ те хӑйпе пӗрле кибиткӑна ларма хушрӗ. Аслӑ конторщик хирӗҫ нимӗн те чӗнмерӗ. Пӗр сӑмахпа каласан, ку ӗнтӗ тӑвӑллӑ вӑрҫӑ кунӗсенчи хирти нумай аэродромсенчен пӗри пулнӑ. — Катя та-и! Шуҫӑм киличченех Корчагин шӑппӑн, никама вӑратмасӑр тӑчӗ те, йывӑҫ пек хытса ларнӑ урисене сивӗ урайӗнче аран-аран шутаркаласа, кухньӑна кайрӗ. Санӑн ытти пурӑнӑҫушӑн, урӑхла каласан, пурӑнӑҫӑн тен содержанийӗшӗн эпӗ пӗрре те шикленместӗп. — Атьӑр лерелле. Ав ҫавӑнта! Вӗсем хӑйсем хыҫҫӑн анлӑ йӗр хӑварса малалла утрӗҫ, упа сарри ҫулҫисем, пӗтӗм уҫланкипех тенӗ пек, вӑштӑр-вӑштӑр силленсе илчӗҫ. Пӗчӗк шывӑн леш енче, вӗтлӗх ӑшӗнче, ывӑннӑ пӗчӗк кайӑк пӗр чарӑнмасӑр: «Ҫывӑратӑп!.. Эпӗ каятӑп, Николай Антоныч, — терӗ Катька. Ача суккӑр ҫуралнӑ. Пӗр Матвей Юргин ҫеҫ илтрӗ ӑна. Вӑйлӑскер эсир, — терӗм эпӗ, турра та улталама пултарнӑ Евӑна аса илсе. Верӑсен умӗнчен иртсе пынӑ чух эпӗ ӑна чӳрече патӗнче куртӑм. Лайӑх япаласем сӗнчӗҫ, тес пулать, — терӗ вӑл кӑштах хӗрхенсе. Вӑрттӑн ӗҫре — чыс ҫук! Тӗлӗнмелле. «Нимех те мар, нимех те мар, юлташсем, йӑлтах лайӑх пулать ак», — терӗ те Алексей, туйине юр ҫине хӑюллӑн тӑрӑнтарчӗ, вара янахӗпе ҫакланса пӗтӗм пӗвӗпе ун ҫине уртӑнчӗ те йывӑррӑн, ҫапах та ним иккӗленмесӗр, урисене малалла, юр кӗрчӗ ҫинелле илсе пусрӗ. — Тархасшӑн, Сережа! — Шӑпланӑр! Ҫак сценӑн юлашки тӗлне хӗрхенӳ чаршавӗ карса лартар. Районтан следовательпе тухтӑр килчӗҫ. Бенедикт пичче питлеме те шутламан «лайӑх ҫынсем» кам пулнине эпир пӗлетпӗр. Пирӗн хырӑмсалӑхсене лайӑхах туртса хытарнӑччӗ, сывлама та сывлӑш ҫитместчӗ, — анчах лайӑх хуҫа вӑл хӑйӑрлӑ ҫӗрте, йывӑр ҫул ҫинче лашин урхалӑхне пушатса ярать-ҫке, ҫӑмӑлтарах туса пама тӑрӑшать… Ҫынсем пӗрмаях улшӑнса тӑни пароход пурӑнӑҫӗнче ниме те улӑштармасть, — тухса каннисем мӗн ҫинчен калаҫнӑ, ҫӗнӗ пассажирӗсем те ҫавӑн ҫинченех калаҫаҫҫӗ: ҫӗр ҫинчен, ӗҫ ҫинчен, турӑ ҫинчен, хӗрарӑмсем ҫинчен тата ҫавнашкал сӑмахсемпех калаҫаҫҫӗ. Ҫав хушӑра вӗсем Рио-Грандене ҫитиех, тата ытларах та кайма пултарнӑ пулӗччӗ. — Хӑвӑра мӗнле туятӑр? Лось ӑшне йӳҫекрех-пылак шӑршӑ аслатин сӗм тӗттӗмлӗхӗпе капланса сӑрхӑнать. — Лаша камӑн юнӗпе вараланнӑ-ши? — тесе нихӑшӗ те ыйтман. Яша хумханса ун ӑшнелле вӗрсе пӑхрӗ, — вара мембрана каллех, малтанхи пекех, хыттӑн чӗтренсе илчӗ: — Эсӗ кам пур? Тӗшмӗшлесси ҫук-и сан ӗҫӳнте? Эпир ӗнтӗ кӳршӗри ултӑ колхозра пултӑмӑр, аллӑ пуҫа яхӑн выльӑх туянтӑмӑр, вӑл шутра бракланӑ ватӑ вӑкӑрсем виҫӗ мӑшӑр, пӑрусем, сӗт паман ӗнесем, сурӑхсем, вӑтӑра яхӑн сысна… Ку вӑл Мойсей Мойсеичӑн шӑллӗ Соломон пулчӗ. Нимӗн те чӗнмеҫҫӗ. Вара кайран, майлӑ вӑхӑт килсен, пире Сноуи лачакине илсе кӗчӗ те хӑйӗн шайкки аллине тыттарчӗ. Анчах мӗнле сӑлтав ҫавӑн пек тутарчӗ-ха ӑна? Урисем унӑн вӑйлӑ, аллисем гимнастӑнни пекех ҫирӗп, кӗлетки патмар. Малтан вӑл эпӗ идеалист иккенне кӑтарттӑр-ха. Ҫурҫӗр иртсен тин вара, ывӑннипе тата хытӑ пӑлханнипе халран кайнӑскер, ял Совет сӗтелӗ хушшинче ларнӑ ҫӗртех, тӑрмаланса пӗтнӗ пуҫне тӑсланкӑ алтупанӗсем ҫине хурса, ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл чи тутлӑ апат пулнӑ, пуринчен ытла ӑна ӗҫкӗ-ҫикӗ вӑхӑтӗнче кӑна ҫинӗ. Пире «шурӑ» индеец Ванди ҫаратса каять пулсан, пирӗн хамӑра хамӑр ҫеҫ айӑпламалла; пачах ют ҫынна хамӑр пӗчӗк ачалла шаннӑшӑн ҫеҫ пирӗн тӳсмелле пулӗ. Чӗре те урӑхла, — чун куҫне уҫрӗ темелле, пӑхать; ӑна кичем те, савӑнӑҫлӑ та. Кометӑсем нумай пурӑнаймаҫҫӗ. Унтан аллине путпилка тытрӗ. Виҫӗ тӗрле юрату пур: 1) Илемлӗ юрату,2) Хӑйне хӑй уямасӑр юратни,3) Хастарлӑ юрату. Вӑл тухса кайнӑ пулсан, пирӗн калаҫу ҫапла лӑпкӑнах иртес ҫукчӗ пулӗ. Унтан тахӑшӗ кӑшкӑрчӗ: — Укҫа пухар ун валли, укҫа пухар! Чӑтма ҫук пулса ҫитсен, хула ҫыннисем хӑйсемех пӑшалсене ярса тытӗҫ. — Суллас Маякина! Темӗн курӑн, килне таврӑнсан, Джемма протестантсен ӳкӗтне кӗме пултарать (Артуршӑн «протестант» тенипе «филистер» тени пӗр пекех пулнӑ). Ҫук, Джемма Ливорнӑри ытти акӑлчан хӗрӗсем пек ҫӑмӑлттай мар, вӑл туристсемпе кукша пуҫлӑ хуҫасем умӗнче нихҫан та хуҫкаланас ҫук, вӑл пачах урӑхла хӗр. — Том! Ан суй! Эпӗ суйнине тӳсме те пултараймастӑп. Ку суда шӳтпех ирттерсе ямаллаччӗ-и тен? Эсир пӗлетӗр ӗнтӗ, эпир Мускаври драма театрӗнче Гриша тумланакан пӳлӗмре ларнине. Хуторӑн леш айккинче ӗне мӗкӗрсе ячӗ. — Мана алӑсенчен тытса тӑраҫҫӗ пулсан, ҫӗлӗке епле хывма пултаратӑп-ха эпӗ? — ыйтрӗ Николай, протокол вулакан сасса хупласа. Вӗлернӗ ачан амӑшӗ, ҫӳллӗ, хыткан, лашанни пек пит-куҫлӑ хӗрарӑм, нимӗн чӗнмесӗр, куҫҫуль тӑкмасӑр ывӑлне пытарма васкарӗ. Артамоновшӑн ку ҫавӑн пек туйӑнчӗ. Халл капитан, куҫне хӑйӗн тупӑшӗ ҫинчен илменскер, пӗр чарӑнми:— Тимле, Хоуик! Тимле! — тесе пычӗ. Пыра-киле кӗрленӗ сасӑ та лӑпланчӗ. Санӑн та, — тесе хушса хунӑ юлашкинчен. Туртмалли тупӑнмӗ-ши санӑн, ырӑ ҫын? «Ӗнесене вилӗм» тесе кӑшкӑрнӑ хыҫҫӑн эсир хӑвӑра император, диктатор, республика президенчӗ вырӑнне хурса хисеплеттерме пултарнӑ пулсан, е муниципальнӑй советнике вырӑнне хурса кӑна хисеплеттерме пултарнӑ пулсан та, эпӗ сире, шантарсах калатӑп, ик эрнелӗхе тӗрмене хупса усрамалла туман пулӑттӑм. Лапшинов ура ҫине тӑчӗ, ҫӗлӗкне тӑхӑнчӗ, унтан сӗлехине юхтаракан ывӑлне аллинчен кӑрт-карт туртрӗ те, ӑна килхушшинчен сӗтӗрсе тухса кайрӗ. — Ара, Фома Игнатьевич! Акӑ ҫав дневникри хӑшпӗр сыпӑксем: Июнӗн… — Тӑхтӑр… — Хам та ларнах пулӑттӑм. Жадрино инҫех пулма кирлӗ мар. Вӗсем ҫывӑрмаҫҫӗ тата тӗлӗрмеҫҫӗ те, анчах, апла пулин те, нимскере те туймаҫҫӗ пулас. Часовойсем пусма тӑрӑх кам хӑпарнине те пӗлме тӑрӑшмарӗҫ. Анчах вӑл хӑйне тытса чарчӗ, хӑйӗн ырӑ кӑмӑллӑ вырӑс тусӗн кашни хусканӑвне тимлӗн сӑнаса тӑчӗ. Ҫавӑнтан вара ку столяра курманччӗ. Тӗп хулисем: Бомбей, Мадрас, Сингапур, Коломбо; утравӗсем: Лакадив, Маледив тата урӑххисем тек Англи аллинче тӑраҫҫӗ. Швабрин ӑна хӑй аллипех эрех пырса тыттарчӗ. Ҫаратӑр! Анчах Геркулес йӑнӑш енне кӑтартрӗ пулмалла — Уэлдон миссис та, Дик та нимӗн те курмарӗҫ. Ҫак каналсене уҫнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм тӗнчипе хыпар сарӑлнӑ: — Скиапарелли итальянец Марс ҫинче каналсем курнӑ! Ҫук, хуньӑм, шуйттан, уйӑрса кӑларас ҫук. Ну, ҫӗмӗрӗп вара уншӑн ҫан-ҫурӑма… тахҫанччен… Темиҫе ҫул! Вӑл темиҫе хутчен те куҫӗсене уҫса, хӑлхисем янракан пуличченех тӑнларӗ, пистолетне туртса кӑларчӗ те чул пек хытса ларчӗ, йӗкел ӳкнинчен те, юр кӑчӑртатса тӑнинчен те, юр айӗпе юхакан пӗчӗк шывсем шӑнкӑртатнинчен те кӑртах сике-сике илчӗ. Ку хутӗнче Ҫӑрттан мучи Макара чавсипе тӗксе илчӗ: эп мӗн каларӑм сана? — анчах Макар ун ҫине ҫаврӑнса та пӑхмарӗ, Майданников арӑмне малалла ӳкӗтлерӗ: — Ватлӑх — инкек мар, пире ӑратлӑха юрать, эрехре шӳтернӗ тулӑпа лайӑх тӑрантарӑпӑр та, чӑхсене вал мӗнле пӑхӗ — тусан вӗҫсе тӑрӗ! Марс ҫинче тӑнлӑ чӗрчунсем пурри ҫинчен планетӑсем хушшине каякан пӗрремӗш экспедици кӑна пӗлме пултарӗ. Мӑйне хур пек чӑсса, тутине ватӑ ҫынла пӑчӑртаса тӑрать вӑл. Кирлӗ! Эпӗ пӗччен юлтӑм… Кӗҫех вӑл госпиталь алӑкӗнчен тухса кайрӗ, шыв хӗрринчи урам тӑрӑх утса кайса, кӗтесрен пӑрӑнса куҫран ҫухалчӗ. Госпитальти йӑла хӑрӑх ҫакӑн пек минутра пӗтӗм палата, хӑйсен юлташне ӑсатса, чӳречерен пӑхса тӑнине пит лайӑх пӗлнӗ пулсан та, Кукушкин каялла ҫаврӑнса пӑхмарӗ. Никам та ӑна сисмен, хӑнасем паҫӑрхи пекех ӗҫнӗ, вӗсем сӗтел хушшинчен тухнӑ ҫӗре ӗнтӗ каҫхи кӗлле те чан ҫапа пуҫланӑ. Ҫак вӑхӑтра унӑн пуҫӗ тӑрринчен тепӗр етре шӑхӑрса иртрӗ, вӑл виҫӗ кимӗрен ҫывӑхраххине ҫурмаран татса пӑрахрӗ. «Дункан» ҫинчен «ура» кӑшкӑрса яни илтӗнчӗ. Эпӗ халь ҫеҫ палланӑ ҫын хӑвӑрт утса пычӗ, хӑш чух вӑл хура ҫырла татма, шурӑрах-хӗрлӗ кӗтмел сапакисене ывҫи ҫине сӑтӑрса илме пӗшкӗнчӗ ҫеҫ, ҫырлисене вара ҫавӑнтах ҫӑварне ывӑта-ывӑта ҫирӗ. Эпӗ ӑна пӗлетӗп!» тесе калаҫать. — Э, старост! — юнаса илчӗ Квейс. Таля трибуна ҫинчен анчӗ. Акӑ мӗнле калаҫмаллаччӗ унӑн санпа! Алӑк айӗнчен хӗрлӗ йӑрӑм, вут ҫути курӑнать; леш енче вӑйланнӑҫемӗн вӑйланса пушар алхасать. Гусев хулана пӗтӗмпех тӗпчесе тухрӗ: тӳрем-лапама, суту-илӳ урамӗсене, ӗҫлевҫӗсен хутлӑхӗсемпе фабрикӑсене. Апат Фомашӑн асаппа пӗрех пулнӑ. Шӑрӑх пула пуҫласан, Иван Иванович бекешипе аялти тумтирне хывать те, кӗпе вӗҫҫӗн кӑна юлса, картишӗнче те урамра мӗн пулса иртнине пӑхса, аслӑк айӗнче канса выртать. Амӑшӗ, аллисене кӑкри патне тытса, ҫара уран, пӗр аялти кӗпе вӗҫҫӗн ывӑлӗн вырӑнӗ патӗнче тӑчӗ, унӑн тути пӗр сас кӑлармасӑр сиккелерӗ, куҫӗнчен вӑраххӑн, пӗрин хыҫҫӑн тепри, шултра, пӑтранчӑк куҫҫуль тумламӗсем кусса анчӗҫ. Вӑл хӑйӗн кӑмӑлӗнчен тухса кайма та пуҫланӑччӗ, анчах чарӑнса тӑчӗ. Ҫавтери телейлӗ пулнипе ман чӗремре ун пек курайманлӑха усрасси-тӑвасси юлмарӗ те темелле. Сӑрланӑ кирпӗчсенчен тунӑ тулти сарлака пусма площадь патнех тухать. — Эп пурпӗрех каятӑп. Виҫӗ ҫултан таврӑнаймасан, эсӗ мана вилнӗ тесе шутла, — тесе каланӑ вӑл тусне. Пырать, тет, хайхи ҫулҫӳревҫӗ, тӗрлӗ хуласемпе ҫӗршывсем урлӑ иртет, каясса вара ялан пӗр енне каять. Кирек мӗн чухлӗ кайсан та, ун ури айӗнче ҫӗр, ҫӳлте — пӗлӗт пулнӑ. Анчах та, пӳлӗме тулнӑ тӗтӗме пула, ман тӑшман хӑй ҫумӗнчи хӗҫне шыраса тупаймарӗ. Сасартӑк, ҫӗр ҫӑтасшӗ пуҫне, ачху килсен, мӗнле вара? — Ҫук, чунӑмҫӑм, мана лайӑх, — тавӑрчӗ Шурочка йӑваш сапӑрлӑхпа. Матрос сассине хӑпартрӗ: — Хатӗрленӗр. Запорожецсем пӗр-пӗрин ҫине тилмӗрсе пӑхса илчӗҫ. Хохола эпӗ ун пирки вӑрӑммӑн та ухмахла ответ параттӑм пулӗ. Вӗсем сӗт сутакан карчӑк пурӑнакан ҫурт умне ҫитсе чарӑнчӗҫ. Кунта пур япала та чӑн-чӑнни… пурте хаклӑ йышши, ҫирӗппи, — тесе хунӑ. Епле кӑна тавлашусем тухман пулӗччӗҫ? Колчо пусма тӑрӑх патаккипе тӗккелесе хыпашласа анчӗ те картишне тухсан васкасарах та шанчӑклӑрах утма тытӑнчӗ. Чӑнах та, пирӗн умра ҫӗр ҫинче ӳсекен япаласемех, анчах ытла та пысӑк. Пичче вӗсене ҫавӑнтах тӗрӗс ят пачӗ. Сана тивӗҫлипе калатӑп, Том, ӗҫлес тесен, эсӗ ӗҫлеме пултаратӑн. Капла юрать… Комендатура патне пырса, Виктор уҫӑ алӑкран кӗчӗ. Пӗр-пӗрин умӗнче вӗсем хӑйсене сыхлануллӑ тата ҫепӗҫ тытаҫҫӗ, питӗ чухӑн та питӗ ҫамрӑк ҫынсем кӑна хӑйсене унашкал тытма пултараҫҫӗ. Анчах сирӗн шухӑшӑра тавҫӑрса илтӗм эпӗ, чипер пике, сыхланӑр! — Эпир сирӗнпе, хаклӑ ҫыннӑмӑр, ҫирӗм виҫӗ е ҫирӗм тӑватӑ кун ҫимен. — Итлӗр-ха, эпӗ кунта ылттӑна чавса кӑларма килтӗм, никам та: ҫын та, усал та мана тытса чараймасть. Куҫӗсене вӑл, юрланипе час-часах турат ҫинчен ҫӗр ҫине тӳпех ӳксе вилекен кайӑк пек, хупса лартнӑ, кӗпе ҫухинчи тӳмисене вӗҫертсе янӑ, йӗтес шӑммисем пӑхӑр ҫӑварлӑхсем пек курӑнса тӑраҫҫӗ, ҫав пӗтӗмпех шӑратса тунӑскер, пӑхӑртан тунӑскер пекчӗ. Кунсӑр пуҫне, Володьӑпа маншӑн Дубков икӗ енчен илӗртӳллӗ — харсӑр пӳ-сипе тата, чи пахи, ҫул тӗлӗшӗнчен аслӑ пулнипе; темӗншӗн ку енне ҫамрӑк ҫынсем йӗркелӗх (comme il faut) ӑнланӑвӗпе, ҫав ҫулсенче пысӑка хурса хакланнӑскерпе, пӑтраштарма хӑнӑхнӑ. — Эй, Серёжа, тухас пулать, ҫитет ӗнтӗ! — чӗнчӗ старик. Хӑйӗн носилкине санитари самолёчӗ ӑшне вырнаҫтарсан тин, хӑй ӑнсӑртран ҫеҫ тепӗр хут «Метеорологи сержантне» асӑрхасан тин, Алексей ҫак хӗрӗн паттӑрлӑхне тӗрӗссипе хакларӗ. Анчах эсӗ маншӑн тунӑ ӗҫшӗн эпӗ хам пурнӑҫӑмпа та тӳлеме хатӗррине турӑ курать. Яков Лукич шӑрпӑк ҫутрӗ, сухаллӑ ҫын аллинче офицер йӗнерӗсем икӗ йӗнер асӑрхарӗ, хулпуҫҫи ҫине вӗсем кӗмӗлпе чӗнтӗрленӗ йӗвенсем ҫакнӑ, теприн хулпуҫҫи ҫинче ҫӑмламас хура буркӑпа чӗркенӗ вӑрӑм та кӳтрем ҫыхӑ пур. Тухатчӗҫ пӗр кӗтӳ, пуҫлатчӗҫ юрӑсем юрлама, ян кӑна кайса тӑратчӗ; ҫӗр каҫах савӑнатчӗҫ. Алвиша илес пулсан вара, турккӑсен карнавал тумтирӗ пек тумтир тӑхӑннӑскер, вӑл хӑйӗн юратмӑшӗ пекех нӗрсӗр курӑнмасть. Хавхаланса савӑнӑҫлӑн ҫӳрес чухне вилӗм аллине ҫакланнӑ ҫынсене ҫӑлма каякан ҫамрӑк ҫӳревҫӗне — Элен Гленарвана Глазго халӑхӗ хаваслӑн кӑшкӑрашса кӗтсе илчӗ. — Жадринӑна ҫитме лашасем тупса параймӑн-и эс мана, старик? — тесе ыйтнӑ вӑл. Нью-Йоркра поляксем нумай ӗнтӗ, анчах вӗсенчен пӑртак пурлӑхлӑраххисем хулан ку пайӗнче пуранмаҫҫӗ. Симурден ҫилленнӗ пек пулчӗ. Ҫитменнине тата вӑл атакӑна килекен танксене хирӗҫ пӗрре кӑна мар ҫапӑҫса курнӑ боецсемпе те чылай калаҫкаласа пӑхнӑ ӗнтӗ, вӑл калаҫусем ӑна, пӗчӗккӗн ҫеҫ пулин те, сахал мар ӑс панӑ, тӑшман танкӗпе кӗрешнӗ чух мӗн-мӗн тума кирлине вӑл вӗсенчен те пайтах илтсе пӗлнӗ. Вӑл ҫаплах хӑй ҫумне пуҫтарса чикнӗ вӗтетнӗ шӑмӑ юлашкисене кӑшла-кӑшла ӗмет-ха. Лаптӑксемшӗн, ӗҫ хатӗрӗсемшӗн, сурӑхсемшӗн, кӑвайт умӗнчи вырӑншӑн тухакан тавлашусем ҫумне тата ытти ниме тӑман япаласемшӗн хирӗҫни хутшӑнчӗ. Ку категорири тӳрлетӳсем чылайӑшӗ редакциллӗ сӗнӳсем. — Пирӗн шӑтса тухма тивӗҫ! Динго, паллах, хӑйне янӑ ҫын патне каялла таврӑнать. — Чарӑнсан тата вӗсенчен тепӗрне персе ӳкерсен лайӑх пулӗччӗ, — терӗ капитан. Анчах эсӗ, Том, мӗнле шухӑшлатӑн, тӑлӑх арӑм пирӗнтен тупнӑ укҫине туртса илмест-ши? Вӑт вельможа-тӑк, вельможӑччӗ! Аркадие кулкаласа хӗрхенсе ӑсатнӑ хыҫҫӑн, вӑл кайнин чӑн сӑлтавӗ тӗлӗшпе хӑй нимӗн чухлӗ те улталанманнине ӑна хӑйне пӗлтернӗскер, Базаров пӗтӗмпех пӗччен юлчӗ: ӑна ӗҫлес кӑмӑл ҫавӑрса илчӗ. Пенсне тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫыннин ҫанни ҫинче «комендант» тесе ҫырнӑ хӗрлӗ пусма. Санӑн Иван ятлӑ-и? — Кам пӗлет пире? Тухса кайрӗ, вара тинех Давыдов ҫӑмӑллӑн сывласа ячӗ. «Эй турӑн таса амӑшӗ, эй ҫветой Микулай атте, эсӗ ҫынна хӑйне хӑй тытса тӑма вӗрентетӗн», — тесе янӑ вӑл, ӗнерхи молебӗнсене, хура сӑнлӑ, ылтӑн ризӑлӑ турӑша, тата хӑй ҫав турӑш умне лартмашкӑн сутнӑ ҫуртасене, вӗсене ҫавӑнтах ун патне каялла илсе пынине, вӑл вӗсене, кӑшт ҫунанскерсенех, ешчӗке пытарса хунине, — ҫаксене пурне те астуса илнӗ. «Кала-ха, ыр ҫыннӑм, — тесе кӑшкӑртӑм эпӗ ӑна чӳречерен, — окази илчӗ-и вара?» — терӗм. Зеб Стумп лайӑх самант килсе ҫитнипе усӑ курма тӑрӑшнӑ. Анчах мӗншӗн-ха штабс-капитан Михайлов хӑраса тӑрать? Мӗншӗн хӑяймасть-ха вӑл вӗсем патне пыма? Ҫак вырӑнсӑр сӑмахсене илтсе, Ульяна хӑйӗн хӗрӗ ҫине кӳренсе пӑхса илчӗ. — Анчах ҫил хирӗҫле вӗрес пулсан та, эсир ытлах кая юлмӑр тесе шанатӑп, — тет пичче. — Сирӗн пӗчченлӗхе килсе пӑснӑшӑн эпӗ пит те ӳкӗнетӗп. Индеец ӑнланаймасть, мӗн майпа пӗр ҫӑвартан ҫавӑн чухлӗ сӑмах тухма пултарать-ха? Вӑл ҫынта темскер, пуриншӗн те ютти пур — «Аван ӗҫре» те ҫавӑн пекки пулнӑччӗ, вӑл хӑй те хӑйӗн ӑрасналӑхне, ҫынсем хӑйне ӑнланас ҫуккине пит лайӑх пӗлсе тӑрать пулас. Царицын патӗнче, шуррисемпе ҫапӑҫнӑ чухне, вӑл манпа тем чухлӗ те шӳтлесе калаҫнӑ: «Ну, Кондратько, тетчӗ, ӗҫсем епле пыраҫҫӗ? Ырса ҫитнӗ хыҫҫӑн эпир вут умне выҫӑ та ҫилӗллӗ ларса тухатпӑр. Анчах ҫук, вӑл чӑнласах калаҫать пулас. — Иван Павлыч, ҫур сехетрен! Вӑл вӗсем тӗлне пӗшкӗнчӗ. Эхер чӑннипе шутлас-тӑк, нимӗнле вӑйӑ та пулмасть. Уҫӑ сывлӑш пӳлӗме кӗрсе ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, вӑл пӳлӗме тулнӑҫемӗн тулать. Чӳречерен хула шавлани, ҫурт умӗнчи пӗчӗк садра ҫерҫисем чӗвӗлтетни илтӗнет. Е пӗр-пӗр чеченеца юрататӑн-и? Эпӗ вара пуҫ тайса: — Ман йӑмӑкӑн хӗрӗ вӑл, государь, иккӗмӗш эрне ӗнтӗ чирлӗ выртать, тетӗп. Манӑн Солененький… Кун — ӑшӑ, ҫурла уйӑхӗ, хула ҫийӗн тӑрна карти ҫаврӑнать. — Ҫакӑн пек кита сывлӑх сунмасӑр ҫумӗнчен иртме питех те шел! — пӗтӗмлетрӗ виҫҫӗмӗш. Ҫӗрлехи тӗттӗмре хӑратнӑ тискерлӗх, тӗрлӗ усал-тӗселсен тӗнчине илсе кайнӑ тӗлӗксем ирхине сирӗлнӗ. Хӗвел йӑлтӑртатса пӑхсан, вӑл хӑйӗн тӑшманӗсемпе куҫа-куҫӑн тӗл пулчӗ те, ун чӗринче каллех кӗрешӳ хӑвачӗ ҫӗкленчӗ, халь ӗнтӗ вӑл нимрен те хӑрамарӗ. Ултавҫӑсене ылтӑн хӑтарать Вӗсем сулӑ ҫине кӗрсенех, король ман ҫине сиксе ӳкрӗ, ҫухаваран тытрӗ те:— Пирӗнтен тарма шутларӑн-и, анчӑк ҫури! — тет. Анчах ҫывӑрсан та юратчӗ, ыран алӑ ан чӗтретӗр. Юлашкинчен ҫывӑрсах кайрӗ. Кирек мӗнле пулсан та, вӑл ман пата пит вӑхӑтлӑ, мана хӑтӑлса юлмалла мар вилӗм аллинчен ҫӑлса кӑлармашкӑн пычӗ. Сан чӗрӳ варринче шӑмӑ пур пулмалла… Пурнӑҫ пире пур енчен те пырса ҫапать, тирет, пирӗн канас килет, анчах шухӑшсем — кансӗрлеҫҫӗ. Анчах та ун пек калаймасть вӑл — хӗрӗн хаяртарах сӑнӗ, унӑн хупса лартнӑ тути, ялан ӗҫлӗн те сиввӗн калаҫни ачашлӑха малтанах аяккалла сирсе янӑ пек пулать, амӑшӗ, ассӑн сывласа илсе, ним каламасӑрах аллине тӑсать те хӑй ӑшӗнче:«Телейсӗр эсӗ…» — тесе шухӑшлать. — Калаҫрӑм. — Ыран мар тепӗр кунне. Эпӗ… Эпӗ ҫакна тавҫӑрса илтӗм… Харӑс! Вӑл тенкел ҫине ларчӗ те хӗрарӑмсем яланах арҫынсенчен нервнӑйрах пулни ҫинчен, ку вӑл вӗсен йӑхӗн уйрӑмлӑхӗ пулни ҫинчен, кӑна пӗр самаях пысӑк учӗнӑй — Швейцари ҫынни пулас, — питӗ татӑклӑн кӑтартса пани ҫинчен пӗлтерчӗ. Эрнере икӗ хут музыка вӗрентекен килсе ӑна урок паратчӗ. Ҫавӑнпа эпӗ «шӑнса вилсе пӗтмесен, туса пӗтеретпӗрех», — теме пултаратӑп та. — План пирки-и, е пӗр-пӗр урӑх сӑлтава пула-и, анчах апла калама кирлӗ мар, — тенӗ ӑна полицейски. — Мӗншӗн тесен ҫын тени хӑй ӗҫне тунӑ чух темӗн те пӗр тӗрлӗ асап чӑтса ирттерет, ҫавӑнпа та ӑна пули-пулми сӑмахпа кӳрентерме кирлӗ мар. Хӗрсе ӗҫленӗ хушӑра цеха Цветаев пырса кӗчӗ те Корчагина чӗнсе илчӗ. Чи малтан пӗр кирлӗрех япала ҫинчен пӗлсе илмелле. Егорушка ларкӑч ҫинчен анчӗ. Кӑштах вӑхӑт иртсен, Говэнпа тыткӑнти ҫын хушшинче Симурден ҫакӑн пек калаҫу пулса иртнине илтрӗ: — Эсӗ аманнӑ-и? Куҫҫульпе ҫӑвӑнакан Марийка алӑка уҫса ячӗ, вӑл та ҫӑлӑнасшӑн пулса тилмӗрсе кӑшкӑрчӗ, ӑна хирӗҫ ян кайнӑ сасси ҫеҫ таврӑнчӗ. Контрасене хаяррӑн ҫӗмӗрнӗ ҫулсенче сарлака кӑкӑрлӑ гварди батареецӗ мӗнле кӑна чӗтресе ҫӳремерӗ-ши? Тӳррипе кала, Геннадий Александрович. Вайпан васкавлӑ юхакан шывӗ лӑпкӑ юхакан Вайкато шывӗпе пӗр ҫырана кӗрсе чӗрӗк миль юхсан та хутшӑнса каймаҫҫӗ; анчах лӑпкӑ та пысӑк юханшыв аскӑнлӑ юханшыва кайран ҫапах та парӑнтарать, вара вӑл ӑна лӑплантарса унӑн шывне хӑйӗн хумӗсемпе пӗрле Лӑпкӑ океана ҫитичченех канлӗн илсе пырать. — Мӗн тума каяс-ха манӑн ун патне?.. Полицейский патӗнчен тавӑрӑннӑ чух эпӗ шӑпах ҫавӑн ҫинчен шухӑшласа пытӑм. Катька ларчӗ те эпир калаҫма тӑнӑ хушӑра тек хӑй ҫивӗтне кышлакаларӗ. — Ҫапла пулмасӑр! Пур ҫӗрте те мужиксем. — Ҫук, вӑл Христоса ӗненнӗ. Мӗскӗн, ырӑ Нэн… Пыжицкий комиссар — вӑшӑл-вӑшӑл ҫӳрекен канӑҫсӑр ҫын. Пыжицкий халиччен сахӑр заводӗнче механик помощникӗ пулса ӗҫленӗ. Эпир пурте пӗтетпӗр кунта; эпӗ ҫӑлмасан, эсӗ те ҫаплах пӗтетӗн. Кӑтарт-ха мана ӑна? — терӗ. Ҫырансен тӑрӑхӗпе, лапсӑркка тӗмӗсен хӳттинче, ҫӑмӑл королексем явӑнса ҫӳреҫҫӗ, хаваслӑ тӑрисем юрлаҫҫӗ; сывлӑшра тангорсем мӗлтлетсе илеҫҫӗ, вӗсен тӗкӗсем колибри тӗкӗ пекех ҫап-ҫутӑ. Ҫак ытарма ҫук пӗчӗк кайӑксем ҫыран хӗрринче мӑнкӑмӑллӑн утса ҫӳрекен шӑнкӑрчсене асӑрхамасӑр туратран турат ҫине вӗҫсе ҫӳреҫҫӗ. Мак-Набс унӑн суранне тасатса ҫыхрӗ. Машинӑн гусеницисем айӗнче ҫурӑлнӑ йывӑр снаряд танка тӳнтерсе янӑ, вара — те взрыв хумӗпе, те ҫӳлелле сирпӗннӗ хӑйӑрпа-юрпа, — танк ҫинчи ҫулӑм сӳннӗ. Шалта кам пурри ҫинчен Егортан ыйтсан, вӑл Трухачевский ятне каларӗ. — Ун ҫармӑсӗ ку». Лаперуз хӑйӗн шухӑшӗсене пурӑнӑҫа кӗртнӗ, анчах вӑл каялла тавӑрӑнайман. Лашасем тулхӑра-тулхӑра апат ҫини те ҫывракансем харлаттарни ҫеҫ илтӗнме пуҫларӗ; таҫта ҫывӑхах мар пӗр текерлӗк йӗчӗ, хутран-ситрен чӗнмен хӑнасем кайнипе-кайманнине тӗрӗслеме вӗҫсе килнӗ виҫӗ шур качаки чийлеткелерӗҫ; пӗчӗкҫӗ юханшыв хуллен шӑнкӑртата-шӑнкӑртата юхрӗ, анчах ҫак сасӑсем пӗри те шӑплӑха пӑсмарӗҫ, хытса ларнӑ сывлӑша вӑратмарӗҫ, пачах урӑхла, ҫутҫанталӑка тӗлӗрме кӑна пулӑшрӗҫ. — Мур илесшӗ! Кунта пӗтӗмӗшпех мар-ха!.. Сире, ама йытӑ ҫуратса янӑскерсене, Соловкине кайса лартас пулать! — Ӗлӗкхи пек, хӗрпе йӗкӗчӗ пӗр-пӗрне курмасӑрах авланни лайӑх-и вара? — ытти нумай майрасем евӗрлех, хӑйпе калаҫаканӑн сӑмахӗсене хуравласа мар, хӑй шухӑшлакан сӑмахсене, ҫав сӑмахсем пирки хӑйпе калаҫакан мӗн шутлӗ-ши текеннисене, хуравласа каларӗ вӑл. — Вара вӑл ҫыру… Пӗр каҫхине Марья Корсунова урам енчи чӳречерен шаккарӗ те, амӑшӗ чӳрече кантӑкне уҫсан, хыттӑн пӑшӑлтатса каласа пама тытӑнчӗ: — Кӗтсех тӑр, Пелагея, выляса ҫитерчӗҫ маттурсем! Чие йывӑҫҫисем чечеке ларсан, ҫав шурӑ пӑнчӑсем пӗтӗмпех ҫеҫкесемпе варӑшса каяҫҫӗ те шурӑ тинӗс евӗр курӑнаҫҫӗ; ҫырли пиҫсе ҫитсен, шурӑ палӑксемпе хӗрессем ҫине юн пек хӗрлӗ пӑнчӑсем ӳксе тулаҫҫӗ. Джемма каллех пуҫне чикрӗ. Айӑплама ыйтса кӑшкӑрнӑ сасӑсем янӑраса каяҫҫӗ. Халӑх, саланӑр! Унта, пӗвен пӗр енче, еврейсен турбинӑллӑ арманӗ ҫӗкленсе ларать — питех те пысӑк хӗрлӗ ҫурт тепӗр енче — шыва кӗрекенсен хӳшшисем вырнаҫнӑ, ҫавӑнтах вӑхӑтлӑха усӑ курма кимӗсем те параҫҫӗ. Эсир мана айван теме пултаратӑр. Эпӗ ҫакна шухӑшласа тӑмасӑрах турӑм, эпӗ ҫав тери хӑрушлӑх ҫине кайрӑм, анчах хама сыхлас тӗлӗшне хамӑн алӑра пулнӑ майсене пурне те йышӑнтӑм. Вӑл утса пыракан шырлан тӗпӗнчен сулахая юлнӑ ферма хуралтин тӑррисем курӑнаҫҫӗ. Сехет ҫурӑ яхӑн вӗсем хыпаланса утрӗҫ, вӑрӑм Талькав хыҫӗнчен аран-аран ӗлкӗрсе пычӗҫ. Ежов, каллех калаҫса ларатӑн эс? — хӑтӑрнӑ вӗрентекен. Анчах та, чун ҫакӑн пек ҫӗкленнӗ чухне, ҫывӑрас килсен те ҫывӑрмастӑн иккен. Ҫаврӑнӑр. Ну, мӗнле ҫитрӗн, puer nobe? — чей тултарнӑ май яланхиллех ҫуттӑн йӑлкӑшса кулса ыйтрӗ унран Христофор атте. Том шурӑ пир пекех шуралса кайрӗ. Ют ҫынсем пуррине сиссе, вӑл хапха еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, кӗскен вӗрсе илчӗ. Ку питӗ тӗрӗс пулать, ҫапла мар-и, Робертс? Петрик ашшӗ — Попельский — хӑйӗн именине пит лайӑх йӗркелесе ҫитернӗ, анчах хӑйӗн ывӑлӗн пуласлӑхӗ пирки ырӑ ҫын, паллах, аса илме те шухӑшламан. — Турӑ сана, мана старике хӗрхеннӗшӗн, ҫӗр ҫул пурӑнмалӑх сывлӑх патӑр. Эпӗ пӗлсех тӑратӑп, документсем ҫинче вӗсем ҫинчен те Тристан д'Акунья утравӗсем ҫинчен каланинчен ытлашши пӗр сӑмах та ҫук. Юлашкинчен, тутине хӗр ҫӑварӗ ҫумӗнчен уйӑрать те, ирӗлсе каймалла киленӗҫпе калать патша, сасси хӑйӗн чӗтӗрет: — О, мӗнешкел хӳхӗм асӗ, ман савниҫем, мӗнешкел хӳхӗм! Эсӗ пӗлӗт ҫинчен анса, таса хӗр варӗнче ӳтленсе ҫуралнӑ… этемӗн асаплӑ пурнӑҫне пӗлсе тӑракан… хӑвӑн чуруна каҫар… — тесе кӗлтунӑ. Сунарҫӑ халь чирлӗ ҫынна пӑхассипе ҫеҫ чӑрманать; чирлӗскерне халь те регуляторсем сыхлаҫҫӗ. Йытӑ вӗрме чарӑнса, кама та пулин хай тусне саламланӑ пек, савӑнӑҫлӑн ҫуйӑхма тытӑнчӗ. Ҫур сехет те иртмен, малта темӗнскер — те вӑрман, те ял, хуранӑн курӑнса кайнӑ, сылтӑм енчен тата маяксем курӑна пуҫланӑ. — Рунӑсем — Исланди ҫӗрӗнчи авалхи ҫыру паллисем, — тет вӑл пӗр чарӑнмасӑр: — ҫав паллӑсене, авалран пыракан халап тӑрӑх Один хӑй шутласа кӑларнӑ. — Кирка сана килмест тесе калаҫрӗ-ҫке. Тӗттӗмре эпӗ унӑн ҫамрӑк та хастарлӑ пит-куҫне аран уйӑрса илтӗм, сӑмси кӑшт каҫӑртарах унӑн… Темле моряк, госпитальтен таврӑнаканскер пулмалла, хура, пӗтсе кайнӑскер, хӑйӗн фронтра уйрӑлнӑ тусӗ патне кӗнӗ те, вӑл мӗн тукаланине, мӗнле пурӑннине ыйтса пӗлет. Вӑл тарать, эпӗ ӑна хӑваласа ҫитетӗп те каллех хӗнетӗп, киленсех хӗнетӗп. Алексей ҫак вӑхӑта ачаранпах юратнӑ. Февралӗн 16-мӗшӗнче эпӗ его величествӑпа тата унӑн ҫывӑхӗнчи ҫынӗсемпе уйрӑлса сывпуллашрӑм. Кирила Петрович пӗччен мар. Павел Петрович садран хуллен утса тухрӗ те, вӑрмана ҫитрӗ. Ӑна вӑратса, ыйтса пӑхам-ха. Анчах пурте кулса янипе ун сӑмахне никамах та илтмерӗ. Пирӗн хушӑра питӗ те илемлӗ шӑм-шаклӑ тата хитре сӑн-питлӗ ҫынсем нумай тенипе пурте килӗшеҫҫӗ ӗнтӗ, анчах ҫак сӑнсене хамӑрӑн пулас ачасем валли пир ҫине ӳкерме ку тарана ҫитсе те май пулман; халь ҫак ҫитменлӗх пӗтрӗ: ку ӗҫре кирлӗ енӗсене пурне те пӗрлештерсе тӑракан художник тупӑнчӗ. Ҫанталӑк калама ҫук аван тӑрать, чӑнах та инҫетрен каллех халер хӑрушлӑхӗ сисӗнкеленӗ, анчах… кӗпӗрнере пурӑнакан ҫынсем вӑл килнине хӑнӑхма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Николай Петрович ӑна: пиччӗшӗ хӑйне хӑй асӑрхамасӑр амантнӑ, терӗ; кӑна хирӗҫ вӑл: «гм!» тесе кӑна ответлерӗ, анчах, ҫавӑнтах аллине 25 тенкӗ кӗмӗлпе илсен:— Калӑр-ха! кун пекки час-часах пулкалать-ҫке, тӗрӗс! — тесе хучӗ. Механизм пӑхӑннӑ пек, капитан сунарҫӑ сӑмахне итлесе, ут ҫине хӑпарса ларать. Пирӗн сулӑ пек кимӗшӗн ҫил майлӑ пулмарӗ: ҫавӑнпа хӑш-пӗр тӗлте каштасемпе тӗртсе ишмелле пулчӗ. Кайран эп Клисурӑра та тӑшмана ҫӗнтерес тесе мар, тӑшман пулинчен хам вилес тесе ҫапӑҫрӑм. Ҫакна та пӗлтерем эппин сана… Анчах хӑватлӑ ҫулпуҫӗ валли унӑн йӑхӗ хӑйӗн ҫӗр ҫинчи мухтавне тивӗҫекен шӑтӑк чавса хатӗрленӗ. Хирӗҫ чӗнес вырӑнне Шубин юриех харлаттарма тытӑнчӗ. Хӑш чухне сулӑ шыв ҫавӑрӑнса тӑракан ҫӗре пырса кӗрсен, арман чулӗ пек ҫавӑрӑнса ишет. Пӑлханнипе ман пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ; эпӗ вӑйӑм йӑлтах пӗтсе ҫитичченех пуҫпа тӗрткелешнине, асар-писӗр тапкаланнине астӑватӑп; сӑмсам такам пӗҫҫине темиҫе хут тӑрӑннине, тахӑшӗн сюртукӗ ҫӑвара ҫакланнине, такамсен урисем ҫывӑхрах тапӑртатнине, Сен-Жером хӑй ҫине сапнӑ violette духин тата тусанӑн шӑршине астуса юлтӑм. Уйӑхӑн пӗрремӗш кунӗ ҫитсен, эпӗ ун патне хӑй пама килӗшнӗ укҫана ыйтма пырсан, вӑл сӑмсипе ҫеҫ шӑхӑратчӗ те ман ҫине сиввӗн пӑхатчӗ. Анчах ҫапах та темиҫе кун иртсен, ман пата укҫа илсе пыратчӗ те, «хӑрах ураллӑ моряка куҫран ҫухатмалла мар» ҫинчен панӑ приказне тепӗр хут каласа хӑваратчӗ. Яков тӳррӗнех калать: пултараймастӑп, тет; лешӗ те пултараймасть, анчах та хӑй каясшӑн… Вӑл вӗҫӗмренех манран ялта мӗнле пурӑнни ҫинчен тӗпчесе ларчӗ, — ыйтать те ответне хӑех парать. Эпӗ тарӑхса ҫитнипе ӑна пӗр каҫрах ҫырса тӑкрӑм. Часах пӗтӗм дворовӑйсем картишне тухса тулчӗҫ. «Ну, ну, ну, эпӗ нимех те мар-ҫке!» — тавӑрчӗ вара ӑна васкавлӑн мӗскӗн Василий Иванович. Капла вӗт государство пирӗн сухалсене хыртӑр, мунча кӗрттер тата ҫӗвӗҫсемпе атӑҫӑсем патне илсе кайтӑр текен шухӑш патне те ҫитме пулать. Больницӑна виҫӗ кунта пӗрре ҫеҫ хутаҫҫӗ, тет. Чун-чӗрипе те, хӑй таврашӗнче курни-илтнипе ҫавӑн чухлӗ тертленсе ирттернӗ ҫыншӑн каҫхи ҫак лӑпкӑ вӑхӑтра пӗлӗтпе ҫӗре хупласа тӑракан шӑплӑх илемсӗр пулма пултараймасть. — Апла эпӗ сирӗн алла лексен, сирӗн кӑмӑлӑрсем тулаҫҫӗ? — Вӑл тытӑҫнӑ хушӑра пулнӑ пулӗ тесе калакансем пулчӗҫ кунта… — Кампа тытӑҫнӑ хушӑра? Мӗн тӑвӑн? ашшӗн чӗри чул мар: саламатне ҫакать те ку, Петруҫа хуллен ҫеҫ пӳртрен ҫавӑтса тухать: «Хӑҫан та пулин хам пӳртӗмре курӑнсан сана, чӳрече умӗнче курӑнсан та, итле, Петро: тупата, хура мӑйӑхна та, ҫӳҫ тӑпкине те тӑпӑлтарса илетӗп, халь вӑл сан хӑлху тавра икӗ хут ҫавӑрса илмелӗх, Терентий Корж пулам мар, ҫавна тӑпӑлтарса илмесен!» Тепри — эпӗ ӑна халӗрех кӑна тӗшмӗртме пуҫларӑм тата ӑна калама ҫук пысӑка хурса хисеплетӗп — салху этем, хӑй тӗлӗшпе те, ыттисем тӗлӗшпе те хаяр, мӑнкӑмӑллӑ, турра мӗнпур чун хавалӗпе ӗненет, вак-тӗвекре те хӑйне йӗркеллӗ тытать. Сирӗн сӑмсӑр ним те улшӑнман, унчченхи пекех. Тата тепӗр хутӗнче те телей пулать-и, тен. Тек пеме май ҫук ӗнтӗ, паллах, маншӑн ҫӑлӑнӑҫ ҫук: анчах сасартӑк пичче малалла чупса тухать, хӗҫпе вӑл, а эпӗ пӑшал ярса тытатӑп, вара эпир иксӗмӗр те салтаксемпе пӗрле чупма тытӑнатпӑр. Фабрикӑра чирлӗ ҫынсем нумай пулнӑ: Артамонов йӗкесем сӑрлатнӑ тата ӑсасем чӑштӑртатнӑ хушӑра ҫынсем типпӗн, антӑхса кайса ӳсӗрнине илтрӗ, станоксем умӗнче салху та хаяр сӑнлӑ ҫынсем тӑнине курчӗ, ҫынсем сӳрӗккӗн уткаласа ҫӳренине асӑрхарӗ. «Пилигрим» ҫинче кӑтартуллӑ тирпейлӗх хуҫаланчӗ. Кӗҫех залӑн тепӗр енчен упӑшкин хӑвӑрт-хӑвӑрт, вӑйлӑ уттин сасси илтӗнсе кайрӗ… Кунта, сывату процедурисем хыҫҫӑн, чирлисем хушшинче «Коминтерн Исполкомӗ» — тесе ят панӑ пилӗк ҫын вӑхӑта ирттереҫҫӗ. Давыдов юлташ, кил-ха кунта! Алексей, хӗрессем хушшинче ҫаврӑнкаласа ҫӳресе, вӗсем ҫине ҫырса хунисене вулать. Вал алӑксене те питӗрмен, малти пӳлӗмре ҫутта та сӳнтермен. А эсӗ мӗн тесе шутланӑччӗ? Калаҫнӑ май хӗрарӑм Егор кӑкри ҫинчи утияла тӳрлетрӗ, Николая тинкерсе сӑнарӗ, кӗленчери эмеле куҫпа виҫсе илчӗ. Ответлӗр. Кунта — Жаркий, Павел, шурӑрах ҫӳҫлӗ хаваслӑ чех Клавичек, депори комсомол секретарӗ Николай Окунев тата нумаях та пулмасть вӑтам ремонт тӑвакан котельщик пулса ӗҫленӗ, халӗ чугун ҫул ҫинчи ЧК агенчӗ Ҫтаппан Артюхин кӗчӗҫ. Анчах ӑна каллех: ҫаксем пурте мӗнле пулӗҫ-ши? текен ыйту канӑҫ памарӗ. Ӑна тата хӑй панӑ сӑмах та ҫыхса тӑнӑн туйӑнчӗ. — Ӑҫта кайтӑр вӑл Лушкӑран? …Тимофей чӑнах та килчӗ. Яков Воргорода кайрӗ, унтан таврӑнчӗ, вара ӑна Мирон, пит-куҫне пӑшӑрхануллӑн пӗркелентерсе, пӗлтерчӗ: — Пирӗн каллех темле киревсӗр истори пулса пырать; губернирен хушнӑ тӑрӑх Экке леш сунарҫӑ мӗнле майпа вилни ҫинчен следстви тӑвать. Урӑх ниҫта та мар — каллех шыва сикнӗ. Утрав ҫинче пирӗн урӑх нимӗн, тумалли те юлмарӗ. Ну, пуҫлӑр… Ну, ача чухнехинченех мар… — ну вӑт — ют ҫӗршывра чылайранпа-и эсир? — Икӗ чикӗ пулать ҫав, анчах ытти ҫулсем пӗри те шанчӑклӑ мар. Якова та ывӑтасшӑн пулчӗҫ, анчах та вӑл тарчӗ те килте пытанса ларчӗ, вӑл рабочисем, ҫӳлелле ывӑтсан, — кайран тытмаҫҫӗ, вара ҫӗре ӳксе аманмалла пулать, тесе шутларӗ. — Ху мӗн тӑвас тетӗн, ҫапла ту! — терӗ ӑна хирӗҫ ывӑлӗ. Пысӑк сасӑпа уласа ярса шӑтӑкран хӗрлӗ-хӑмӑр тӗслӗ ту арӑсланӗ сиксе тухнӑ. Ҫӗрле ӑнланса илнӗ вара; ҫук, Андрее курмасӑр пурӑнайрас ҫук вӑл, мӗнле пулсан та, виллине те пулин кайса курмаллах. Кӑмака тӑрӗнчен вӗсене кил хуҫи карчӑкӗ хаяр сасӑпа кӑшкӑрчӗ: — Вырӑн ҫук, вырӑн ҫук! Лайӑх карчӑк. — Ҫук, мана Блоджет теҫҫӗ, Александр Блоджет, унӑн преподобийӗ Александр Блоджет тесен те юрамалла, эпӗ турӑ чури-ҫке. — Турӑҫӑм! — кӑшкӑрса ячӗ анне. — Мӗнле мӑшкӑл пирӗн трактиршӗн! Константин хӑй айӗнчен урисене мелсӗррӗн кӑларчӗ те ҫӗр ҫине тӑсӑлса выртрӗ, пуҫне чышкисемпе тӗревлерӗ, унтан тӑчӗ те каллех ларчӗ. Пухӑннӑ ҫынсем пурте шӑпах пулчӗҫ, вӗсене темле йывӑр хурлӑх пуснӑ пек пулчӗ. Ҫул чӑтлӑхалла кӗрсе ансӑрланнӑ тӗлте вӑл хӑйне хуса ҫитсе иртнӗ нимӗҫ машинисене курчӗ. Тул ҫутӑлать. Тӑван аппам! Манӑн йӑмӑкӑм Саня ҫак пӳлӗме пурӑнма куҫать. Икӗ утӑм малалла! Кунта жид хӑйӗн пичӗпе хитрелӗхе мӗн пултарнӑ таранах лайӑхрах кӑтартма тӑрӑшрӗ, вӑл аллисене сарса пӑрахса куҫӗсене хӗсрӗ, мӗн те пулин тутанса пӑхнӑ чухнехи пек ҫӑварне чалӑштарчӗ. Вӗсене асӑнма та намӑс халӗ мӗскӗн Давыдова, вӑл вара, хӑйӗн ӗлӗкхи юратӑвӗсене аса илнӗ чухне ҫавӑн пек тӗле пырса лексен, пит-куҫне йӗрӗнчӗклӗн пӗркелентерет, унӑн иртнӗ пурнӑҫне, калӑпӑр, мазутӑн ҫуллӑ пӑнчи матросӑн таса тумне илемлетнӗ пек илемлетекен тӗлтен хӑвӑртрах шуса иртме васкать. Вӑл куҫӗсене уҫнӑ чух хӗвел ҫути палата варрине ӳкнӗ, ку ӗнтӗ кӑнтӑрла ҫитнине пӗлтернӗ. Вӑрансанах вӑл хӑйӗн кӑкринче савӑнӑҫлӑ туйӑм пуррине сисрӗ. Эпӗ ӑна лӑплантартӑм. Вӑл ҫавна та пӗлет-и? Малтанхи астрономсем жрецсем пулнӑ. Тӳпери ҫӑлтӑрсем мӗнле куҫса ҫӳрени тӑрӑх вӗсем шыв хӑҫан тулса килессине ҫеҫ мар, Хӗвелпе Уйӑх хӑҫан тӗттӗмленессине те малтанах каласа пама пултарнӑ. Астрономие пӗлекенсене халӑх хушшинче шутсӑр пысӑк власть панӑ. Николай Антоныч ҫырнӑ иккен ӑна! Кепкине сӑмси ҫине антарса лартнӑ ҫӑмӑлттай ача, куҫӗсемпе хута пӗрре тӗллесе пӑхрӗ те Павела савӑнӑҫлӑн куҫ хӗссе илчӗ: — Чекаран-и? — Тӑнлӑрах пулӑр, итлӗр ӗнтӗ, — ӗнентернӗ Келли, — афиша ҫинчен хӑть шутласа пӑхӑр. Сыв пулӑр, тав сире, — ҫилӗллӗн кулса ячӗ Гаррис. Ӑна курма хӑнӑхнӑ, хӑшпӗр чухне ӑна тапкӑ панӑ, анчах унпа никам та сӑмах хушман; вӑл хӑй те ҫуралнӑранпа та ҫӑварне уҫман пулас. Анчах кӑпшанкӑ тарса пытанма та ӗлкӗрчӗ. Мӗн-ха эпӗ? кама кирлӗ? кама кайса калӑп хуйхӑм-суйхӑм ҫинчен? Унӑн сассипе Паганель хавхалансах ӳкрӗ. Вӑл каллех курокне пемелле май туса ҫӗклерӗ те чӳрече патӗнче ҫакӑнса тӑракан карттуса тӗллерӗ: пӑшал сасси янраса кайрӗ — пӳлӗме тӗтӗм тухса тулчӗ; тӗтӗм сирӗлсен, карттусне пӑта ҫинчен илчӗҫ те: пульӑ шӑпах варринчен тухса кайнӑ иккен, стена ӑшне кӗрсе ларнӑ. Ответ пит кӗске пулни кӳреннӗ ҫын хытӑ шут тытнине тата лайӑхрах палӑртса хучӗ. Вӑл хӑйӗн пӑшалӗн курокне пӑхрӗ. Кунта та аван! Вӑл пароходсем тӑвакан завод директорӗн заместителӗ. Хӗрлӗ чӗлхисем ҫакӑнса тӑракан плащ ҫумнелле пырса сӗртӗннӗ. Палаткӑсенчен пӗринче шӑппӑн пӑшӑлтатни ӑна ирӗксӗрех чарӑнса тӑмашкӑн та итлесе пӑхмашкӑн хистерӗ. — Унсӑр пурӑнма пултараймастӑп тесе хӑвах ҫырнӑ-ҫке эсӗ. Вӑл халь ӗлӗкхинчен пӗчӗкрех пек, куҫӗ те ӗлӗкхи пек уҫҫӑн мар, чеереххӗн пӑхать. Дик Сэнд пӳртӗн тепӗр кӗтессинчи смоковница вулли ҫине пӳрнепе тӗллесе кӑтартрӗ. Джонни нумайччен васкамасӑр утрӗ. Айккинчен пӑхсан, вӑл тӗлӗкре кулкаласа питӗ хытӑ ҫывӑрнӑ пек туйӑнма пултарнӑ. Анчах йывӑҫ ҫумне ҫыхса тӑратнӑ тикан вырӑнӗнчен те тапранмарӗ. Вӑл, пӳлӗм варринче тӑрса, тӗлӗннипе куҫ харшине хускаткаласа, ывӑлӗ ҫине ним чӗнмесӗр пӑхрӗ. Вялов вырханса, ҫынсен кӑмӑлӗшӗн кӑна ӗҫленӗ пек, хӑй тата лайӑхрах ӗҫлеме пултарнине пӗлсе тӑракан ҫын пек ӗҫленӗ. Ҫак выран пӗчӗкҫӗ бухта пулчӗ, кунта манӑнни пек икӗ-виҫӗ шлюпка кӑна вырнаҫма пултарать. Ӑҫтан сике-сике тухаҫҫӗ, — шухӑшлать вӑл, — тӗрлӗрен кулӑшла, ҫав тери тискер, ниме тӑмишле те лӑпӑр-лапӑр специальноҫсем? Мӗнле майпа, тӗслӗхрен, туса кӑларать-ха пурнӑҫ тӗрмеҫӗсене, акробатсене, хӑмпӑ-шыҫӑ операторӗсене, пуҫ касакансене, ылттӑнҫӑсене, йытӑ ҫӑмӗ иртекенсене, шантарсене, мыскараҫӑсене, юхха-аскӑнсене, мунчаҫӑсене, лаша вӗрӳҫисене, масарҫӑсене, цедельсене? Темле диакӑн арӑмӗпе пӗр ҫуртра пурӑнакан судьяран тата тӑн-пуҫлӑ, анчах кунӗпе: апатран пуҫласа каҫчен, каҫран пуҫласа тепӗр апатчен ҫывӑракан городничийран ҫеҫ тӑракан ушкӑна офицерсем хаваслӑх кӗртрӗҫ. Унтан вӗсем тухмалли-кӗмелли люка уҫрӗҫ. Давыдов, васкаса кӑпӑл-капӑл апат ҫикелерӗ те, чӗри хускалнипе, правленине тухса кайрӗ. Ломоносов та ав пулӑҫсемпе ҫаплах кайнӑ, кайран пӗтӗм Европипе чаплӑ ҫын пулса тӑнӑ. Килӗр! Хӑйӗн ывӑлне старик, шӑршӑ кӑларса тултаратӑн тесе, хӑваласа кӑларса ячӗ. Уйрӑлма шел пулчӗ. Эс мана хам пӳрте вут тивертме хуш — халех тивертсе ярӑп. Пӗрре эпӗ вуласа пӑхнӑччӗ: Кӑнтӑр Америкӑри ҫеҫенхирсенче индеецсем, хӑйсен юлташӗсен виллисене турттарса пынӑ чухне, вилӗ ҫынна лаша ҫине утлантараҫҫӗ те ун ӳтне йӗнер ҫумне ҫыхса лартаҫҫӗ, тенӗччӗ. Юлашкинчен вӑл ҫука тӑрса юлнӑ, вара унӑн, Луизианӑри плантацийӗсене пӑрахса, ҫемйипе пӗрле кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчи Техасӑн прерийӗсене куҫса кайма тивнӗ. «Ӑнсӑртран ҫеҫ летчиксен енӗпе ӑстаҫӑ пекки» терӗ вӑл хӑйне. Ҫак каҫран пуҫласа эпир час-часах мунча умӗнче лараттӑмӑр. Маттур йӗкӗтӗн чӗрийӗ, савнӑ чун мар-и вӑл? а? Пӳрнине наган курокӗнчен вӗҫертмесӗр, Нагульнов, сӑмахсене уйрӑммӑн-уйрӑммӑн каласа, малалла ҫыртарчӗ: — «… хам эпӗ вӑрттӑн ӗҫлекен контра пулин те, совет влаҫне, мӗнпур ӗҫҫыннисемшӗн хаклӑ тата ӗҫхалӑхӗн юнне нумай юхтарса ҫапӑҫса илнӗ влаҫа, эпӗ сӑмахпа та, хут ҫине ҫырса та, ӗҫсемпе те сиен тумастӑп. Санин дуэльре хӑйне мӗнле тыткалани ӑна чунтанах савӑнтарчӗ. Марьяна йӑл кулчӗ. — Каласа парӑр, мӗн куртӑр эсир унта? — тесе ыйтрӗ унтан Паганель. — Ой, Том, нивушлӗ эсӗ вилетӗн? Шапасем иккӗленсе, темиҫе сасӑпа ҫеҫ кӑваклатни илтӗнчӗ. Нина Капитоновна чӗнмерӗ. — Вӑл вӗлерттерӗ те, — терӗ приказчик хуллентерех, мӗскӗнле кулкаласа илнӗ пек пулса. Йӑлтах ытлашши… Унтан, тӑна кӗрсе, ҫӑварне тӗркелесе чикнӗ, сурчӑкпа исленсе, вӗриленсе кайнӑ юбкине сасартӑк чӗлхипе тӗртсе кӑларчӗ, анчах кӑшкӑрса ямарӗ, васкавлӑн, чыхӑнса тухакан пӑшӑлтатнӑ сасӑпа, йӑлӑнма пуҫларӗ: — Тӑванӑмсем!.. Ерофей Кузьмич сухалне турама тытӑнчӗ. Чылайччен, пӗрре аяккалла сиркелесе, тепре ҫӳлелле чӑнк тӑраткаласа турарӗ вӑл ӑна. Тепӗр кунне, тӗттӗм пулсан, вӑл каллех Давыдов патне пычӗ, хальхинче вӑл шукӑль тумланнӑ, хӑй тата ытларах иртӗнсе авкаланать. Ҫаплах тата madame Тальманпа ҫывӑх пулни те паллӑччӗ пулас унӑн: хӑнана ӑна яланах ҫав хӗрарӑма пула чӗнеҫҫӗ — ҫапларах хушатчӗҫ полкри евӗклӗхпе тимлӗхӗн хӑйне евӗр саккунӗсем. Икӗ сехет ҫапрӗ. Енчен ӑна, тахҫанах ирӗк илнӗ негра, тартса ирӗке кӑларма тӳр килнӗ пулсан, мӗскер тӑватчӗ-ши вӑл? — Ҫитӗ вӗрме! Ну, ҫитӗ, ухмах. Каҫхинехи хуйхӑ тата йывӑртарах пулса пыратчӗ, чӳречесем витӗр кукаҫейӗн мӑкӑртатакан сасси илтӗнсе тӑратчӗ: — Турӑҫӑм, хӑвӑн хаярлӑхупа ан пӗтер мана, хӑвӑн ҫиллӳна та ан кӑтарт мана… Тепӗр чухне. Шӑтӑка ҫав улӑмпа витсе хумалла ӗнтӗ. Хӗвелтухӑҫӗнчи ӗҫсем хӑвӑрттӑн сарӑлса пыраҫҫӗ; вырӑс ҫарӗсем княжествӑсене йышӑнни пурне те хускатрӗ, хӑрушлӑх ӳссе пырать, часах вӑрҫӑ пуҫланасси илтӗнет йӗри-таврана пушар хыпса илнӗ, вӑл ӑҫталла каяссине, ӑҫта ҫитсе чарӑнассине малтанах никам та калама пултараймасть; ӗлӗк-авал кӳренӳсем, ӗлӗкхи шанчӑксем — пурте хускалчӗҫ. Мӗн эсир? — Ҫамрӑках мар казак, ӳчӗ кӑвакаричченех хырӑнса якалнӑскер, ахӑлтатса кулса, пӗр кӗтӳ хӗре вӑрӑм аллисемпе ыталаса илчӗ те пурне те стена ҫумнелле хупӑрласа пычӗ. Наташа килтех иккен. А эпӗ ӑна: хӑш-пӗр чух кӗтӳҫӗ те генералтан ӑслӑрах пулаканччӗ, тетӗп, эпӗ ун чух пур тӗлӗшрен те пит хӑюлланса кайнӑччӗ, пурпӗрех Ҫепӗҫ кӗтет! — Ҫапла, темле ҫав… — Ну, сывпул, — терӗ Оленин. — Ҫапла! Ҫапах та пӗтӗмлетнӗ! — хушма ӗлкӗрчӗ Корытов. Ахаль чухне ӗҫле, ӑслӑ та вӑр-варскер, занятисенче вӑл хӑйне каснӑ-лартнӑ сӗм-ухмахлах тыткалать. Анчах пилешӗн шурӑ ҫеҫки тӑкӑнса пӗтнӗ ӗнтӗ, тӑкӑннӑ ҫеҫ те мар, ун вырӑнне кӑвар пек ҫиҫсе тӑракан йывӑр сапакасем те ҫитӗнме ӗлкӗрнӗ. — Ҫук, сэр, — терӗ ӑна Айртон, — анчах кунтан каҫма та хӑрушах мар пек туйӑнать мана. Унтан эп Катьӑна та куртӑм — анчах пачах хам кӗтсе тӑнӑ енчен мар: вӑл Оружейнӑй теекен урамран тухрӗ те, машинӑсем иртессе кӗтсе, тротуар ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Алӑсем ҫине пуҫӑмпа тӗрентӗм те киленсех ун ҫине пӑхма пуҫларӑм. — Пирӗн ма пурне те салатса пӗтермелле? Эпӗ хулари халапсене ӗненместӗп, анчах, хамӑрӑн нумай вӗреннӗ губернатор калашле, вӗсем тӗрӗс тесе шухӑшлама юрататӑп. Аркадий нимӗн те тавӑрса каламарӗ, номер алӑкне шаккарӗ. Ливрей тӑхӑннӑ ҫамрӑк тарҫӑ вӗсене, ытти вырӑс гостиницисенчи пӳлӗмсем пекех, сӗтел-тенкелсем начар, ҫапах та чечексем лартса тултарнӑ пысӑк пӳлӗме илсе кӗчӗ. Анчах каҫарӑр, мисс Пойндекстер, калӑр мана, тархасшӑн: эпӗ ҫакӑнтан иртсе ҫӳренине эсир ӑҫтан пӗлетӗр? Сиплен, асатте, унсӑрӑн, турӑ ҫылӑхран сыхлатӑр та-ха, вилсе кайӑн та, эпир сансӑр пуҫне пӗтсех ларӑпӑр!» — теҫҫӗ. Пӑхар-ха, мӗн вара ашшӗ: …питӗ те тӗлӗнмелле ҫын. Вӑл чӗмсӗртерех. — Чарӑн ӗнтӗ! Ӗнтӗ паҫӑртанпах йӗри-тавра симӗс ҫеҫенхир кӑна курӑнать, икӗ енӗпе те пуҫ таранах симӗс курӑк ӳсет, унӑн пучахӗсем ҫийӗпе козаксен хура ҫӗлӗкӗсем ҫеҫ вӗлтлете-вӗлтлете илеҫҫӗ. Илӗр те ӑна, вӑл чӑмӑртанине ӗненӗр. — Кунта куҫран тӗртсен те курӑнмасть! — мӑкӑртатрӗ вӑл. Эпӗ хӑш-пӗр кӗнекисен ячӗсене вуласа тухрӑм; пурте ӑслӑлӑх кӗнекисем, ун пек кӗнекесене пирӗн пек чиновниксем ӑнкарса та илес ҫук: пурне те французла та нимӗҫле ҫырнӑ. — Манӑн ҫывӑрас пулать, — терӗ вӑл, куҫӗсене хупса. Ҫав палланӑ йывӑҫа курсан, вӑл йӑл кулса ячӗ. Юлашкинчен хӳме ҫумне пырса тӑтӑм та шалча ҫине таянтӑм. — М-мӗншӗн иккенне ӑнланмастӑп? — Илтнӗ эпӗ ӑна! — хыттӑн кӑшкӑрчӗ Ефим. «Ӑна ирӗксӗрлесе тӑхӑнтарнӑ темерӗм-ҫке. Ну, сирӗлӗр ҫул ҫинчен! Пӑрӑнӑр! Стенасем ҫумнелле!.. — Кала-ха эппин? «Клеймор» канонирӗсем хӑйсен орудийӗсем патӗнче тараҫҫӗ. Хӑйне хӑй итлесе, вӑл: ӑслӑ та ӗҫлӗ ҫын пек, чӑн-чӑн хуҫа пек калаҫатӑп, тесе шутларӗ. — Ҫапла, кӑвакарчӑнӑм, ҫапла. Темскерле тумланса ларнӑ ҫынсем татах картла вылямашкӑн каялла таврӑнма пултараҫҫӗ. Вӑл вӗсен куҫӗнче тӗнчери чи усал япала пулин те, сасартӑках чи ытармалла мар япала пулса тӑчӗ, вӗсем тӗлӗнсе ҫеҫ пӑхакан куҫӗсене унӑн пичӗ ҫинчен те илеймерӗҫ. Чаплӑ пуху пыратчӗ пирӗн, Варя унӑн председателӗччӗ. — Эпир герцеговинсенчен пилӗк хут йышлӑрах, хамӑр вая та пӗлместпӗр-ха. — Приказ пулман пулсан, эпӗ яман та пулӑттӑм, анчах асту, сожникӗ те персе ҫитме пултарать. Пӳртре сивӗ, урасем шӑнса кайнӑ пулин те, эпӗ мӗн ирчченех вырӑн ҫинче выртрӑм. Пурте урса кайсах чаваҫҫӗ, акӑ ӗнтӗ ҫанталӑк хӑрушла тӗттӗмленсе ларчӗ, ҫумӑр ҫума тытӑнчӗ, ҫил ахӑрать, йӑлтӑр-ялтӑр ҫиҫӗм ҫиҫет, аслати кӗмсӗртетет, анчах никам ҫакна пӑхмасть — пурте тӑрмашсах ӗҫлеҫҫӗ; ҫиҫӗм ялтравӗнче пӗтӗмпех лайӑх курӑнать: ҫынсен пит-кӳҫӗсем те, вилтӑпри ҫинчен сапӑнакан тӑпра та; тепӗр самантранах ҫакна тӗттӗмлӗх йӑлт хупласа хурать те нимӗн те курӑнми пулать. Темиҫе урам урлӑ иртсен вӗсем порта тухрӗҫ те шыв хӗррине анчӗҫ. Эс хӑвӑн командирна суйрӑн. — Вӑл хӑй эпӗ курман чухне илет. Адвокат питӗ тӗлӗнчӗ пулас. — Нимӗн те ӑнланмастӑп! — терӗ. Кӗсйинчен вӑл кивӗ ҫырусем туртса кӑларчӗ, малтан вӗсене, унтан старик халь ҫырнине пӑхрӗ, ҫапла вӑл темиҫе хут та танлаштарса тӗрӗслерӗ: — Акӑ Гарви Уилкс янӑ ҫырусем, — терӗ, — акӑ халь икӗ ҫын ҫырнӑ хутсем, тӳрех курӑнать: ҫырусене урӑх алӑ ҫырнӑ (корольпе герцог адвокат вӗсене тӗртсе каланине ӑнланчӗҫ, вӗсем хӑраса ӳкни сӑнӗсенченех паллӑ пулчӗ), ку акӑ джентльмен алли, ҫак ҫырусене вӑл ҫырманнине те кирек кам та тӳрех курать, — тӗрӗссипе кунашкал кукӑр-макӑрсене этем алли ҫырнӑ теме те ҫук. Председатель ҫук, эпӗ кунтах… Ҫапла ыйтӑва татса хунӑ. — Пӑрах палкама! — салхуллӑн пӳлнӗ ӑна Фома. Паян эпир хӑнасене апатланма чӗннӗ. Манӑн хуҫалӑх тӗлӗшпе ӗҫ хушкаламалла. Эпӗ самантрах хамӑн вӑрттӑнлӑха малашне те пытарса усрама май ҫуккине ӑнланса илтӗм. — Пур, эпӗ сылтӑмра темӗнле ҫул пеккине куратӑп. — Шӑтӑкне мӗн тума алтатӑн? Каҫса кайсах калама тытӑннӑ Лиза хӑйӗн юлташӗ шурса кайнине те, унӑн пӳрнисем хӑйӗн ҫинчи кӑвак блузкӑна хыпаланине те асӑрхамарӗ. Пуриншӗн те уҫӑмлӑ мар, анчах кашниншӗнех паллӑ драма пуррине систерекен кӑмӑл-туйӑм сисӗнсе тӑрать. Вӑл папахине хыврӗ. Анчах Паганель ҫав териех ӗнентерсе калать, ҫавӑнпа пурте Гленарван лартнӑ ыйтӑва татса параҫҫӗ. Лавка, икӗ хупах, арман, тырӑ ампарӗ лартнӑ, икӗ имени тара илнӗ тата тимӗр витнӗ пӳртпе кӗлет лартнӑ», — тесе шухӑшланӑ вӑл мухтанса. Катя салхулланчӗ. — Тавтапуҫ сире, ӗҫӗпӗр. Самолёта пӑр ҫинчен хӑпартсанах, Дегтяренко ӑсатма пухӑннӑ ҫынсем ҫийӗпе вӗҫсе иртрӗ, вара питӗ асӑрханса, самолёт йӗлтӗрӗсемпе пӑра перӗнес пекех аялтан вӗҫсе, ҫӳлӗ ҫыран хӳттипе кӳлӗ тӑрӑх кайрӗ те вӑрманлӑ утрав хыҫӗнче курӑнми пулчӗ. Вӑл та халь эпӗ сана каланинех каларӗ: эсӗ кунпа хӑрушӑ вӑхӑтсенче кӑна усӑ кур, терӗ. Сирӗнпе пыма ирӗк парӑр-ха мана, — терӗ Эмиль чӗтрекен сассипе ерипен, аллисене кӑкри ҫине тытса. Халӗ ӗнтӗ эпӗ сире тепӗр ыйту парас тетӗп: малалла мӗн тӑвас тетӗр эсир? Анчах Гарибальдин пурӑнӑҫӗ йывӑр пулнӑ, ӑна пӗтӗм тӗнче тӑрӑх хӑваласа ҫӳренӗ. Хӑй умӗнче выртакан хут купинчен вӑл «Пӗрлӗхлӗ те пӗр пӗтӗм Франци республики. Унтан вара каллех ӗҫ пулать, мана ӗнтӗ, паллӑ ҫын тесе, полк параҫҫӗ… подполковник… кӑкӑр умӗнче Анна пулать… полковник…» Эпӗ хам ҫакна хирӗҫ мар, присяжнӑйсем те хирӗҫ мар пулсан, сирӗн пек пултӑр вара. Ҫав ашшӗ ҫакӑн хыҫҫӑн мӗн тунине пӗлетӗр-и эсир? Унта — кам? — ыйтрӗ вӑл, пӳлӗмелле пӑхса. Министрсенчен пӗри мана шантарсах ҫапла ӗнентерчӗ: утрава хула ҫине ҫав таранах аяла антарнӑ пулсан, урӑх вӑл ҫӳлелле хӑпарма та пултарайман пулӗччӗ, вара паллах, хула ҫыннисем утрав ҫине хӑпарса корольпе унӑн ҫывӑх ҫыннисене пурне те вӗлернӗ, утрава куҫса ҫӳремелле мар, утрав ҫинчи пӗтӗм влаҫа хӑйсен аллине ҫавӑрса илнӗ пулӗччӗҫ. Эпӗ сире ҫухатрӑм, донья Исидора, анчах урӑх ҫын та никам та сире илес ҫук, — эпӗ ҫавӑн пек шут тытрӑм. Комиссара пӗлтеретӗп! Ҫакнашкал вилӗмлӗ кӗрешӳре боец хӑйне тӳсӗмлӗн тыткалани тата унӑн ҫирӗп алли ҫеҫ ҫӗнтерӳ пама пултарать. — Клисурӑ пӗтет, Аврамица инке, унран кӗл кӑна тӑрса юлать… — Тьфу, ҫич ҫӗр миммине анса кайтӑр кун пек ӗҫ! — питӗ тарӑхса каласа хучӗ стрепке, ӳслӗкпе те тӗтӗмпе ҫывлаймиех пулса ҫитнӗскер. Том — ватӑ Нэна, вӑл пулӑшман пулсан Нэн тахҫанах шурлӑха путатчӗ пулӗ. Эсир ан кайӑр. — Аристократизм, либерализм, прогресс, принципсем, — терӗ Базаров ҫав вӑхӑтрах: — ан та кала, мӗн чухлӗ ют ҫӗршыв… усӑсӑр сӑмахсем! Вӗсен мӑнукӗсем те кайран, е Мукдена, е Галицие васкаса, хӑйсен тӑванӗсемпе ҫак вырӑнтах сывпуллашнӑ. Темиҫе секундран вара инҫетри уй хӗрринче, нимӗҫсен хӑтӑлса юлнӑ хӑш-пӗр танкӗсем каялла пӑрахса кайнӑ ҫӗрте, пӗчченҫи юлнӑ салтакӗсем чупкаланӑ ҫӗрте, пайӑркаллӑ вут-ҫулӑм хумӗсем сиксе выляма тапратрӗҫ те — пӗтӗм хӗвеланӑҫне ҫӑра тӗтӗм хупласа илчӗ. Ытти струльдбругсен пурин те лайӑх мар енӗсем пур пулсан, тӑнне ҫамрӑклах ҫухатакансем ҫакнашкал ҫитменлӗх пулма пултараймасть, ҫакна пула вӗсене пурне те хисеплесе шеллеҫҫӗ. — Тупаятӑп. Ку хӗрарӑм маркитантка пулнӑ. Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн йынӑшса, макӑрашса янӑ: — Ман та-ва-н-сем-пе уйрӑл-а-с пул-а-ть… Димчо пуп патриот та, анчах ытла ӗҫме юратаканскер; тата Колчо-суккӑр. Ҫак кулӑра темӗнле вӑйсӑрлӑхпа асаплӑх старикӗн тӗксӗмле кулли сисӗнет. Вӑл Майкель Келли Робертс патне пырса унӑн хӑлхи патне пӗшкӗннине курнӑ. Курӑпӑр! — терӗ те Гленарван пробкӑна питӗ асӑрханса кӑларчӗ. Ҫӑткӑнлансах шырарӗ вӑл вӗри те пылакрах куҫҫуле, ҫак ҫӑмӑллатакан вӑрах та йӳҫенчӗк ӗсӗклеве. — Аннӳ килте-и? — ыйтрӗ вӑл Вальӑран. Анчах ҫывӑрмалли ҫӗре утнӑ чухне ҫул тӑршшӗпех вӑл, темле пит паха та пысӑк ӗҫ тума шутланӑ ҫын евӗрлӗ, пит тарӑн шухӑша кайса пычӗ. — Нюточка, мӗнле хушаматчӗ-ха ҫав ҫамрӑк ҫыннӑн? — хӑра-хӑра ыйтрӗ вӑл. Ним тытӑнса тӑмасӑрах калама пуҫламалла та, унӑн епле пулсан та Алексей арӑмӗ пулмалли ҫинчен ӑна ӗнентермеллех». — Хатӗрле. — Эсӗ-и ку, Иванчо? Адмиралтейство вӗсене тӑлӑх-туратсем тӑвасшӑн. — Ах, мисс, — терӗ Гленарван, хӗрачана ҫӗр ҫинчен илсе, — эпӗ, эсир кунта иккенне пӗлнӗ пулсан… Центральнӑй Комитет пӗтӗм комсомол йышӗн тӑваттӑмӗш пайне фронта яма йышӑннине пӗлетӗн-и эсӗ? — тесе хушса хучӗ. Манӑн темӗн пек мӗнле те пулин пӗр пӗчӗк истори ыйтса пӗлес килетчӗ, — курса ҫӳренине ҫыракансен кӑмӑлӗ пурин те ҫавнашкал. Джемма Санинпа юнашар хыҫала ларчӗ; — Ман патӑма. Шанӑҫран тухнӑ ултӑ пин ҫын, эмиграцирен таврӑннӑскерсем, капӑр тумланнӑ этемсемпе шпионсем подвалсенче, маччасем ҫинче, Пале-Рояль галерейӗсенче пытанса пурӑнаҫҫӗ. Анчах калас пулать сире: хальхинче сирӗн питӗ те вырӑнлӑ пулчӗ. Ну, мӗнле, сана пирӗн ӗҫсем килӗшеҫҫӗ-и? — ыйтрӗ вӑл каллех, хӑй ун ҫинчен пӗр вунӑ хут ыйтнине манса. Арҫынсем тарӑхса вӗсенчен тепӗр еннелле ҫаврӑнса тӑнӑ, хушӑран-хушӑ хуллен вӑрҫса илнисем те илтӗнкелеҫҫӗ. Мӗнле апла вӑрласа хӑтланнӑ? Кӗле пӗтӗмпех шӑлса вӗҫтерсе кайнӑ. — Кунти пек лайӑххине эпӗ нихҫан та курман, хамӑн кабинетра ларса та курман. Аялтан ҫапакан шап-шурӑ электричество ҫутипе ҫутатнӑскер, вӑл варкӑшса йӑлтӑртатать, хӗп-хӗрлӗ юн юхнӑ евӗр йӑрӑмланса вӗлкӗшет. Унтан кунталла сивӗ хумсем килеҫҫӗ, вӑл ҫывхарнӑҫемӗн ҫывхарса, сарӑлса пырать. Акӑ вӑл юлашкинчен ҫӗр пичӗн ҫуррине хупӑрласа тӑнӑ пек курӑнакан пулчӗ. — Питӗрсе лартнӑ! — тарӑхса каларӗ Том. Унтан Белобородов еннелле ҫаврӑнса: — Итле, фельдмаршал! «Ку ҫын шкулта мӗскер пӑтраштарӗ-ши ӗнтӗ?» — шухӑшласа илчӗ Корчагин, кӑмӑлсӑрланса. Теплерен таҫти вӑрттӑн кӳлӗре акӑш кӑшкӑрса илет, ун сасси сывлӑшра кӗмӗл сасси пек янӑраса тӑрать. Мухтав турра, эпӗ ирӗклӗ, манӑн ачасем ҫук. Эпӗ каларӑм. Вара пурте йӗркеллех пулӗ. — Ку вӑл пӑян ирхине, шуҫӑм килнӗ чух пулчӗ. Акӑ, сӑмахран, 1770 ҫулта курӑннӑ Лексель кометин масси сахалтан та миллиардлӑ миллиард (1 000 000 000 000 000 000) тонна пулать тесе шухӑшланӑ. Ӑнлантарӑр, лӑплантарӑр, тесе ҫырать, э?.. Пӳлӗмре хӑрӑм вӗҫет, лампа труби ҫине тӳрех тӑхӑнтарса лартнӑ, ӗнсе ҫурмалашнӑ абажуртан ҫуннӑ хут шӑрши кӗрет, пӳлӗмре шӑп, пуҫламӑш шкулӑн пӗрремӗш класӗнче чистописани урокӗ вӑхӑтӗнче кӑна ҫавӑн пек пулать. О, господи! Акӑ тата мӗн, — хушса хучӗ пурнӑҫа пӗлекен хӗрарӑм. Жухрай батальонӑн пӗр сиккеленмесӗр тӑракан ӗречӗсене пӑхса ҫаврӑнчӗ. Художник кирек епле хӑрушӑ япалана ӳкернӗ пулсан та, ун ҫине пӑхсан чун киленсе тӑрать. — Гочо, мӗн эсӗ, ял куштанӗ пек, тӳммӳне вӗҫертсе янӑ? Тухтӑрсем ӑна вырӑн ҫинче выртма хушрӗҫ. Ун хыҫҫӑн эпӗ те ҫав сӑмахах каласа пытӑм, ӑна эпӗ епле пулсан та тӗрӗсрех калама тӑрӑшрӑм, вара вӗсен сӑмахне ӑнланмастӑп пулсан та, ҫак тӗлӗшпе хам пысӑк ҫитӗнӳсем тунине чухласа илтӗм. Симурден хӑй пӑхса ҫитӗнтернӗ Говэншӑн хӑрать. — Кунта чӑн-чӑн арсенал, — терӗ Паганель. Беранжен пӗчӗк томӗпе Гейне юррисемсӗр пуҫне манӑн урӑх ним те ҫукчӗ; Вӗҫӗ-хӗррисӗр шыв уҫлӑхӗ темле шухӑш патне те илсе ҫитерет. Мана вӗсем ҫинчен каласа кӑтартмасан, эпӗ сире мӗнле пулӑшма пултаратӑп-ха? Анчах нимӗн те тӑвайман. — Памастӑп! Мӗнле пурӑнатӑр? Антон Пафнутьич куҫне уҫрӗ те, кӗрхи ирӗн имшер ҫуттинче хӑй умӗнче Дефорж тӑнине курчӗ: француз хӑрах аллипе пӗчӗк пистолет тытнӑ, тепринпе енчӗке вӗҫертет. Запорожецсем шавлама пуҫларӗҫ, вӗсем хӑйсен вӑйне туйса илчӗҫ. Вал ытлашши сӑмах вакланине эпӗ нихҫан та илтмен. Тепӗр чух хутсем пама пырсан анчах: «Тулта ҫанталӑк мӗнле?» тесе ыйтать. — «Йӗпе, ваше превосходительство!» тетӗн ҫеҫ. Печорин лашине утланчӗ; эпӗ Бэлӑна ҫӗклесе аран-аран ун патне йӗнер ҫине лартрӑм; вӑл ӑна аллипе ҫавӑрса тытрӗ те, эпир каялла кайрӑмӑр. Питӗ интереслӗ-ха! Роберта курнӑранпа ҫитсе чарӑниччен икӗ минутран ытла иртмен… Сире шантарса калатӑп… — Юрӗ, — тет малалла Мак-Набс. Мӗнех, ара, сирӗншӗн ҫакӑ? Ромашов ӑнӗ каллех нӑкӑ, нимӗн витмен тӗттӗмлӗхпе карӑнса ларчӗ. Хӑйне вӑл ҫавӑнтах, пӗр пӗчӗк тӑхтавсӑр-мӗнсӗр тенӗ пекех, паркет урайлӑ та стенасем тӑрӑх пӗтӗмпех венски пукансем вырнаҫтарнӑ пысӑк залӑра тӑнине курах кайрӗ. — Халӗ ӗнтӗ мана нимӗҫле ҫырнӑ хут ҫинчи glaus сӑмах татӑкӗ те ӑнланмалла пулчӗ: glausam — хаяр тенӗ иккен! Сӗтел ҫинче сӑмавар ларнӑ, вӑл ватӑ кушак аҫи пек мӑрланӑ, сывлӑшалла пӑс пайӑрки мӑкӑрлантарнӑ. Петр, пӗшкӗнсе, питҫӑмартипе арӑмӗн хулпуҫҫине сӗртӗннӗ, мӑкӑртатса илнӗ: — Ну, амӑшӗ, ҫакна эпӗ виличчен те манас ҫук, асрах тыт! Ларкӑч ҫинче мӗн тери лайӑх ача ларать тата, турӑҫӑм! «Vache» — ӗне — полицине сутӑннӑ ҫын, сыщик тенине пӗлтерет. Кӑшт чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн Федотка ҫапла каласа хучӗ: — Хуҫалӑхра кирлӗ пулсан, апла, ан кулян, эсӗ манпа тӗрӗс улӑштарнӑ, хӑв валли ҫӗҫӗ эсӗ ҫӗннине туянӑн. — Ҫапла, ку тӗрӗс те пулӗ. Хӑйне ырӑ тӑвакана курсан, вӑл диван ҫинчен анчӗ те, утиял хӗррипе тӑлланса, Пӑван патнелле утса кайрӗ. Усал чирпеле пурӑнма мана чун-чӗрем хушмасть. — Эпӗ халех кайса ӳкес пекех туйӑнать. Мальвина. Халӗ вӑл ик урасӑр ачана асӑрхарӗ. Ача сӗтел хӗрринче, шурӑ кӑмпа пекех ларать. Унтан Воропаев патнех пӗшкӗнчӗ те, килхушшине хӑнӑхнӑ пилеш кайӑкӗ вӗсен калаҫӑвне итлесрен хӑранӑ пек, вӑл хӑй курса ирттернисенчен чи хаклине каласа пачӗ. Воропаевӑн авланса тахҫанах ҫемьеллӗ пулмалли ҫинчен вӑл пӗр сӑмах та шарламарӗ, анчах Огарновӑпа тӗл пулса калаҫнӑ хыҫҫӑн, Софья Ивановна ҫапла пулассине шаннӑ, Воропаев авланасса кӗтнӗ, мӗншӗн тесен ун чух вара калаҫусем те урӑхларах пулӗҫ. Мӗн те пулин пӗлӗпӗр те-и, тен. Ку мӗне пӗлтерет? Сасартӑк санпа юнашар тӑракан пуйӑс ерипен каялла куҫнӑн туйӑнать. — Эпӗ Дмитрий Никанорович Инсарова качча тухнӑ. Эскадрильӗсенче 2-мӗш номерлӗ хатӗрленӳ тумалли ҫинчен приказ пачӗҫ. Поттер юртӑпа яра пачӗ, унтан хытӑрах, мӗн вӑй ҫитнӗ таран хытӑрах чупма пуҫларӗ. Мӗн вара хунӗшӗ? Пуринчен ытла виҫӗ хӗр-манах кулать. Ҫук, эсир ак ҫакна куҫарӑр. Салтак халӗ ҫар службине хаваспа та ҫаратуллӑ ремесла вырӑнне хурса каймасть ӗнтӗ. Темиҫе самант тавралӑх шӑпӑртах тӑчӗ, ҫулҫӑсем чӑштӑртатни ҫеҫ илтӗнчӗ. Кам пӗлет, Австрали хыҫӗнчен тата тепӗр ҫӗршыв сиксе тухӗ те, вӑл та Грант капитан тӑракан «пӗр-пӗр сӑмахсӑр» ҫӗр пек курӑнӗ, вара ҫак ҫӗнӗ шыравсем те малтанхиллех ӑнӑҫсӑр пулсан, Паганель тус каламӗ-ши пире, эпир документа татах тӗрӗс мар ӑнланнӑ, ҫавӑнпа та виҫҫӗмӗш экспедицине тухас пулать темӗ-ши? Вӗсем ӑна каярахпа ҫеҫ пӗлсе ҫитнӗ, мӗншӗн тесен Хунтӑра ӑна никам та юратман пулнӑ. Сире валли эпӗ пӗтӗмӗшле задача ҫеҫ лартатӑп, анчах унтан нумай килет. Уншӑн негрсем лайӑх тумланса ҫӳрени аван пулнӑ, вӗсене вӑл лайӑх ҫитерсе усрама хушнӑ, мӗншӗн тесен чурасем сывӑ сӑнлӑ та тулаш енчен пӑхма тирпейлӗ пулни хуҫи пуян пурӑннине пӗлтернӗ. Ку ӗҫ, паллах, аҫу хисепӗшӗн… фирма хисепӗшӗн… — Эс сывланӑ чух, сан сӑмсу шӑтӑкӗнчен панулми шӑрши килнипе туятӑп эпӗ. Ултӑ сехет ҫурӑ. «Ҫав пурнӑҫ калле таврӑнаймӗ, вӗсенчен нихӑшне те кураймӑп» — вӑл ассӑн сывласа илчӗ те, хӑйӗн асаилӗвӗсене манас тесе, ҫул ҫинелле пӑхма пуҫларӗ, анчах асаилӳсем ҫаплах хӑпмарӗҫ. — Ну, мӗн калӑн, тӗрӗс-и? — ыйтнӑ Ежов, вуласа пӗтернӗ хаҫатне айккинелле ывӑтса. Павел Петрович сӗтел хушшинчен тухнӑ та, час-часах картла вылякансем патӗнче чавса лартнӑ пек чарӑна-чарӑна тӑрса, нумайччен клуб пӳлӗмӗсем тӑрӑх уткаласа ҫӳренӗ, анчах киле халичченхинчен ир таварӑнман. Вӗри тура шӑлӗ пек ҫулӑм шӑлӗсем ҫуртсем ҫинчи улӑма тураҫҫӗ. Хӑйӗн тусӗ тӗлӗнмелле хӑтланни ҫинчен илтсен, вӑл пӗтӗмпех хӑй тӗрӗслеме шут тытать, каҫхине, вӑхӑт нумая кайсан, вӑл Нагульнов патне хваттере пырса кӗрет. Унӑн ултӑ лаша, виҫӗ ӗне, икӗ пӗр хӗл каҫнӑ пӑру, тата пӗр ҫирӗм сурӑх пулнӑ. Кӑкӑр ҫине пӗтӗмпех икӗ рет ылтӑн ҫакса тултаратчӗҫ. Пуҫӗсем ҫинче ылтӑн кокошниксемччӗ. Иртсе пынӑ чухне чӑнкӑр! чӑнкӑр! кӑна чӑнкӑртатса тӑратчӗҫ. Штабс-капитан вара, ӗнерхи пекех, хӑй тӑр пӗччен кӑна иккенне туйса илчӗ. Тӗрлӗрен господасене пуҫ тая-тая илчӗ те вӑл — перисемпе хутшӑнас килмерӗ ун, теприсем патне пыма хӑяймарӗ, — Казарски памятникӗ ҫумне ларса пирусне тивертсе ячӗ. — Мӗншӗн сана Инсаров ҫав тернех интереслентерет? — ыйтрӗ Берсенев. Вӑл ман юратӑва нихҫан та ӑнланман, хаклама та пӗлмен, ун тӗшне те тӑман… Вӗсенчен пӗри мӗншӗн ухтару тунине пӗлсе, кайран мӗн пулассинчен шикленет, тепри пӗлмест, ҫавӑнпа асӑрханать. Эпӗ сана тытса кайнине пӗлмен те. Пысӑк карета ҫине ларса рессорсем ҫинче силленкелесе пынӑ чух тимӗрҫӗ каллех йӗри-тавра тӗлӗнсе пӑхма пуҫларӗ. Икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫуртсем каялла чупаҫҫӗ, чул сарнӑ ҫул, кӗмсӗртетсе, лашасен ури айне хӑех ярӑнса кӗрет пек. Елена амӑшне чуптурӗ, ыттисене пурне те пуҫ тайрӗ те тухса кайрӗ. — Вӑл та пулма пултарать, — терӗ Рыбин. Ҫаксем пурте ӗнтӗ ӑна хӑй ӗнер ҫеҫ пуҫҫапнӑ, анчах халӗ ҫапса ҫӗмӗрсе ывӑтса янӑ турӑ кӗлеткисем пӑшӑрхантарман пекех, пӗртте пӑшӑрхантармарӗҫ. Сан манран мӗн те пулин ыйтас шухӑш пур пулӗ тесе шутлатӑп эпӗ. Пӗрин тепӗрне курас килми пулчӗ, пӗтӗм ҫыхӑну татӑлчӗ, халь ҫеҫ вӗт-ха пурте вӗсене уйрӑлайми туссем тетчӗҫ! Соколов тухтӑра темиҫе сехет хушши усӑсӑр шыраса ӗшеннӗ хыҫҫӑн вӑл килнелле таврӑнатчӗ. Типӗ тытни, кӗлӗсем, турӑ ҫинчен ырӑ шухӑшланисем — акӑ мӗн пытанса тӑнӑ ҫав шухӑшсем хыҫӗнче! Вут купи сӳнсе пынӑ ҫӗре ачасен сӑмахласси те лӑпланса ҫитрӗ. Анчах ҫак ҫынсем халь уншӑн пурте ют; мӗлке пек кӑна курӑна-курӑна юлаҫҫӗ, уншӑн вӗсем ҫукпа пӗрех. — Манӑн. Ҫапла, мӗн вӗҫне ҫитичченех вӗсем тӗрлӗ тӗлӗнтермӗшсем туса кӑтартрӗҫ, клоунӗ вара чутах култарса вӗлермерӗ халӑха. — Малалла кала-ха, эпӗ сан урапа кустӑрмине чикекен патак ҫинчен итлеме интереслӗ. Ҫук, пултараймастпӑр. Мӗскӗн хӗрарӑм йӑлтах чура сутуҫисен аллинче, Негоро аллинче. Вилӗмре те ҫӑлӑнӑҫ шыраймарӗ вӑл, мӗншӗн тесен хӑйпе пӗрле унӑн пӗчӗк ывӑлӗ! Вӑл пит аван ача, Пойндекстерсем хушшинче пӗр ҫавна ҫеҫ мӑнкӑмӑллӑх йӗкӗлтесе тӑмасть. Вӑл хӑйӗн хуҫине хӑй тӗрлӗ ҫӗршывсене кайса ҫӳренисем ҫинчен кӗскен каласа парать. Мӗнле кӑмӑл пур-ха унӑн ку чухне романтик пулма! Курпунӑн кӑвак куҫӗсем тата та пысӑкрах, ҫавракарах, тата та салхуллӑрах пулса тӑчӗҫ, вӑл ҫынсем ҫине пӑхми, вӗсемпе калаҫми пулчӗ, ҫынсем хушшине сайра тухса ҫӳрерӗ. Лось сӑмси шӑтӑкӗсене саркаласа, ҫӳхе бокалне чӑмӑрӗпе хӗстерсе ларать. — Ҫапла вара? — тесе ыйтрӗ Гленарван. А эсӗ сан сӑмахху чӗре патне ҫитет тетӗн пулӗ! — Эппин кам патӗнче пытантӑн?.. кала-ха. Ак мӗнле ҫынсем пулнӑ! Ҫав ҫӑлтӑр ушкӑнне вырӑсла Большая Медведица (Пысӑк упа ами) теҫҫӗ. Мӗн тунӑ вӑл ку таранччен? — Вӑхӑтлӑха ҫеҫ, — терӗ карчӑк хӗпӗртенӗ сасӑпа, Катьӑна куҫҫуль витӗр чуптунӑ май. Вӑл мана паян уйрӑмах тарӑхтарать. Прощай сквайр, доктор, капитан! Аркадий «хӑйӗн тусӗ» ҫинчен калама тытӑнчӗ. Вӑл ун ҫинчен ҫав тери тӗплӗн, ҫав тери хӗрӳллӗн каланӑ май, Одинцова ун ҫине ҫавӑрӑнсах пӑхрӗ. Хула пӗтӗмӗшпех вилсе выртнӑ евӗр шӑпланнӑ: ҫыннисем нӳхрепсене тарса пытаннӑ. Помялова унран вексельсем тӑрӑх шыраса илесшӗн, унӑн Мавринтан илмелли пур. Эпир хула тӑрӑх сулланса ҫӳреме кайрӑмӑр. — Ну, нимех те мар, иртсе каять, — лӑплантарас тесе каларӗ Хижняк, алӑк хӑлӑпне ярса тытса. Паян эпир пӗр витре апат ҫисе ятӑмӑр, тепӗр витре чей ӗҫрӗмӗр. Халӗ те акӑ каҫхи апатра пӗрер кӗренке ытла какай ҫирӗмӗр, ҫавӑнпа та хамӑрӑн пӗр витре чейӗмӗр вӗреме кӗрессе тӳсме ҫук кӗтетпӗр. Монтанелли ҫӗнӗрен хӑюлланчӗ, анчах унӑн аллинчи сапфир чулӗнчен тунӑ ҫӗрӗ куҫӗ пӗрре йӑлтӑртатнинчен, тепре сӳннинчен Пӑван унӑн алли чӗтренине курчӗ. Эпир хамӑр вилнӗ хыҫҫӑн мӗн пулассине шухӑшлатпӑр та, пирӗн умма пушӑ, сивӗ те тӗттӗм нӳхреп тухса тӑрать. Эмиль, тархасшӑн киле вӗҫтерӗр! «Ӑҫта каятӑн?» — ыйтатӑп эпӗ. Килнӗ кунах Рада патне кӗрсе тухрӗ, анчах лешӗ Лалка вилнипе хуйхӑрса ҫаплах куҫҫульпе ҫӑвӑнать-ха. Макҫӑм лач сурчӗ. Ҫавӑнпа манӑн тӑватӑ доллартан ытларах илес килетчӗ те ӗнтӗ, эпӗ вара ӑна енчен вӑл мана ун чухлӗ памасть пулсан, эпӗ хам банк уҫатӑп терӗм. Вӑл хӑй ҫӗнтерӳ тӑвасса малтанах шанса тӑчӗ, халиччен тӳрккес модельсене, авалхи мастерсен хӑш-пӗр картинисене кӑна ӳкеркелесе илнӗ аллипе илемлӗ портрет тума ӗмӗтленчӗ. Иконин билет илнӗ чух унчченхи экзаменсенчи пекех пӗтӗм тӑлпӑвне енчен енне тайкалантарчӗ, питӗ япӑх пулин те, кӑшт калакаларӗ; эпӗ вара вӑл малтанхи экзаменсенче мӗн тунине турӑм, ман япӑхрах та пулса тухрӗ, мӗншӗн тесен эпӗ тепӗр билет илтӗм, анчах пӗрех ним те ответлеймерӗм. Сайра-хутран турат ҫумӗнчен ҫӳхе пӑр хуппи хӑйпӑнса ӳкет — тап-таса хрусталь чӑнкӑртатса илнӗ сасса каҫхи шӑплӑх витсе хурать. Хӑвах пӗлетӗн, арӑм та чирлӗ ман, ачи-пӑчи те нумай. — Ҫавӑнтан, — терӗ мала тухса тӑнӑ Петлюра старшини. Ҫав пӗрре хӑнӑхнӑ пирки ӗненни вӑл — пирӗн пурӑнӑҫри чи хурлӑхлӑрах сиенлӗрех явленисенчен пӗри пулать; тӗнӗн ҫав облаҫӗнче, чул стена мӗлкинчи пек, ҫӗрни пурте хуллен, пӑсӑкӑн ӳсет, ӳссе пӑсӑк сӗткенлӗ пулать. Ун ури сассине илтсе, лапамри хытхурасем хушшинчен ҫӑвӑрланӑ кашкӑр ами тӑрса тухрӗ. Вӗсене суйлав прависӗр хӑварасси ҫинчен кӑларнӑ совет саккунӗ ҫав хирӗҫ тӑнине хирӗҫ Совет влаҫӗ панӑ ответ пулнӑ. Пӗр ял пуянӗ ячӗ кӑна: арманпа хӑна-килӗ кӑна, мӗн пур пуянлӑхӗ те ҫав анчах. Анчах ку хӗрхенӳ — харпӑр хӑй вӑйсӑр пулнине пӗлнипе кичем ҫилӗ ҫуратакан ытлашши хӗрхенӳ. Пӗр кӗтесре вӗсем чӑлан шыраса тупрӗҫ, чӑланӗнче темӗн пулас пекех туйӑнчӗ. Анчах чӑланӗ пушах иккен. Унтан асаплӑраххи нимӗн те ҫук. Мельбурна кайма кирлех, анчах Джон Мангльсӑн мар. Андрее ӑсатнӑ хыҫҫӑн пӗтӗмпех вӑйсӑрланса кайнӑ Алевтина Васильевна тӗпел кукринче, чӳрече янаххи ҫумне тайӑнса ларать. Ҫамрӑк хӗрсем ҫӗрле тӑр-пӗччен пылчӑк ашса, юр юшса е ҫумӑр витӗр ҫӳреҫҫӗ, — хуларан пирӗн пата, ҫичӗ ҫухрӑма килеҫҫӗ. Эпӗ акӑ тытатӑп та хама хам алӑсенчен чӗпӗтетӗп… ҫапла, ак ҫакнашкал… ку Эпӗ. Хавхаланнӑ Лена, ҫӳлелле пӑхса, ӑна кӗтет. Парти панӑ кашни ӗҫех халех тумалли ӗҫ. Вӗсем, начальниксем, унта ҫапла шухӑшлаҫҫӗ — ҫынна ура тупанӗнчен ҫыртрӑмӑр та, вӑл инҫех каяймасть, теҫҫӗ. Ҫак япала мана ним тума та кирлӗ мар. Палатӑри юлташӗсемпе те сӳрӗккӗн сывпуллашрӗ вӑл, Алексейпа сестрана ҫеҫ темиҫе хутчен те: ман пата аннерен ҫырусем килес-тӑвас пулсан, вӗсене ан ҫухатӑр, епле пулсан та полка ярса парӑр, тесе хушса хӑварчӗ. — Урӑх иккӗленсе те тӑмастпӑр! — тесе хучӗ Гленарван. Вӑрҫӑ пӗтиччен пурӑнсан вара — пурӑнатӑн та пурӑнатӑн. Эпӗ астӑвасса та, ыттисем астӑвасса та эсир пӗр кӑвакал тытса курман. Пӗвӗр-сийӗре те сирӗнне турӑ пӑшал тытмалла май туман. Чӑнах. Чӑн та ҫав, эсир пӳрте — юлташсем, пурте — тӑвансем, пурте — пӗр амӑшӗн — чӑнлӑхӑн ачисем! — Говэн ҫав, — терӗ Робеспьер. Халӗ вӗсем, хӑйсене уйрӑмскерсем, пурнӑҫ е вилӗм текен ӑнланусем умӗнче тӑраҫҫӗ, ун хыҫҫӑн вара, вилсен е чӗрӗлсен вӗсем нихҫан та ҫавӑн пек майсем шырамаҫҫӗ. Ашшӗпе ывӑлӗн ури сасси илтӗнмест-ши тесе чӑтаймасӑр тенӗ пек кӗтсе тӑчӗ Огнянов. Булла-Булла сӑрчӗ патӗнчи Юнгал шывӗн хӗррине ҫитсен, отряд ҫӗр выртма чарӑнчӗ. Хулара Бойчо Огнянова часах халӑх хисеплеме тытӑнчӗ (Кралич хӑйне ҫак ятпа чӗнтере пуҫларӗ, чи малтан ӑна Викентий тияккӑн еврейсен ҫӑви ҫинче Соколовпа паллаштарнӑ чух пӗр кӗтмен ҫӗртен вӑл ҫапла ятлӑ тесе каласа хунӑччӗ), хулара хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем: Викентий игумен, Соколов тухтӑр — канаш панипе пурӑнма килӗшрӗ. Санӑн халапу ӗҫ яхӑнне те пымасть, — чарӑнма хушрӗ ӑна Давыдов сиввӗн. Вара, ҫак самант килсе ҫитрӗ те, вӑл йӑлтах, пӗтӗмпех ҫав тӗлӗнтерсе, хытарса яракан чӑмӑрту ӑшне кӗрсе ӳкрӗ, ҫӗтсе, ҫухалса каймалла пекех, ҫавӑнпах пуль хӑйне Шурочка мӗнлерех каланине те илтеймерӗ: — Эсир, астӑвӑр, пире манса ан тӑрӑр. — Ҫук, господин Лиденборк, ан пӑшӑрханӑр, эпир вӑхӑтрах ҫитӗпӗр, — терӗ капитан. Эпӗ хам дезертирла тарнине, хамӑн юлташсене пӑрахса измена тунине аса илтӗм. Мӗн патне ҫитерчӗҫ-ха вӗсем мана? Акӑ халӗ варӑ-хурахсем патӗнче тыткӑнра ларасси патне ҫитерчӗҫ, вӗсем мана кашни минутрах вӗлерме пултараҫҫӗ. Мана доктора питӗнчен пӑхма намӑс. — Ӑна кӑтартса параканни нимӗн те ҫук, — терӗ Паганель, хыпаланса. Пур-ҫке. — Усӑллӑ ҫын ку: ун пеккисем нумайтарах пулсан, пирӗн эрех завочӗн ӗҫӗ ӑнать вара…» Илтетӗн-и? — Шӑпӑрт! — шантарчӗ Шалый. Вӑл ман пата пӗтӗм формине тӑхӑнсах пырса кӗчӗ те, хӑйне ман пата крепоҫра юлма хушнӑ, терӗ. Манран пач кая мар. Эпир ӑнланатпӑр: упа пыл юратать, тимӗрҫӗ тимӗр туптать; господасем пирӗншӗн упасем пулнӑ, эсӗ акӑ — тимӗрҫӗ. Санӑн ӗҫӳ пысӑк та йывӑррине ӑнланатпӑр эпир. Кам чӗртсе янӑ ҫав ҫулӑма? — Гордеев! — кӑшкӑрса янӑ Бобров. Анчах санӑн ҫылӑха та кӗрес килет, куҫ хыҫӗнче те юлас килет — эс ясара ҫӳренине хуторта никам та ан пӗлтӗр. — Унта мӗн илтӗнет? — Итле! — тенӗ вӑл. — Дмитрий г-н, — Джемма аллине ҫӗклерӗ те Санин енчи ҫӳҫне якатрӗ: — тархасшӑн, Клюбер г-на ман каччӑ тесе ан калӑр-ха. Ман шутпа, ҫак утрав тӗнчери чи илемлӗ вырӑнсенчен пӗри шутланать пулин те, кунти хӗрарӑмсем ялан хӑйсем пӗччен пурӑннишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Хӗрӳ — кам? Самоходка пушарсен ҫулӑмӗсем тата пулеметсен пульлисем витӗр вирхӗнсе пырать. Пӗчченшерӗн е ушкӑнӑн-ушкӑнӑн пухӑнса, каҫӑ патне пымасӑр, вӗсем Вазуза хӗррипе тӑвалла утнӑ, талкӑшпех кашласа ларакан хура вӑрман еннелле ҫул тытнӑ. …Ҫын ҫӳремен сӗм вӑрманпа пынӑ чух, Матвей Юргинпа Андрей тата виҫ-тӑватӑ боеца тӗл пулнӑ, ҫӗрле вара вӗсем хӑйсен полкӗнчи салтаксен чылаях пысӑк ушкӑнӗпе пӗрлешнӗ. Ку ушкӑна полк штабӗ ертсе пынӑ. «Паллах, тӗрӗс, вӑл мана ухмах тесе шутлать…» Пуянсем, пирӗн купецсем парнелеҫҫӗ… Ҫак йӑлтӑртатса ҫутӑлса выртакан тинӗс — ҫурҫӗрти Пӑрлӑ океан. Пӗлетӗр-и, Ниловна, йышӑнӑр манӑн тусла канаша — судран ан хӑрӑр! Вӗсен каретин сассине илтнӗ чух эпӗ чӳрече умӗнче лараттӑм: чӗрем кӑрт сикрӗ… — Вӑл сулӑ тӑвать-и апла? Эсир чӑнласах Татаринов капитанӑн экспедицине ҫаратнӑ иккен, тет. Ҫапах та каласа кӑтартаймастӑн! Ку вӑл… чимӗр-ха, аса илем… пӗр вунвиҫӗ ҫул каялла, Лимра пулса иртрӗ. Тепӗр хутӗнче тата ҫапла ыйтнӑ Суламифь: — Эпӗ пӗлетӗп, пурте юратнӑ вӗсем сана, мӗншӗн тесен сана юратмасӑр тӑма май ҫук. — О, Суламифь, мӗн кӑмӑлу пуррине — пӗтӗмпех! — Хама тав тунишӗн кӑна каяс килчӗ ман. — Ҫук, эпӗ улпутӑн, улпутӑн пулнӑ… Халӗ Лури радиопа Констанцӑна тытать те, шуйттан пӗлтӗр-и ҫав Констанца мӗн пакӑлтатнине! Пӗр икӗ сехет маларах темӗн те пӗр тӗрлӗ, пысӑк та вак-тӗвек ӗмӗтсемпе, кӑмӑлсемпе пурӑннӑ ҫынсен юнланса пӗтнӗ ӳчӗсем, темиҫе ҫӗршерӗн, бастионпа траншея хушшинчи ем-ешӗл те сывлӑмлӑ лапампа Севастопольри часовньӑн тип-тикӗс урайӗнче пӗр хускалмасӑр выртаҫҫӗ; темиҫе ҫӗршер ҫын ылханни, кӗлтуни илтӗнсе тӑрать, ҫӑварӗсем типсе ларнӑ вӗсен, ҫӗр ҫумӗпе шӑваканнисем те, енчен енне ҫаврӑнса выртса йынӑшса илекеннисем те пур вӗсен хушшинче, — пӗрисем ем-ешӗл лапамри вилесем хушшинче выртаҫҫӗ, теприсем носилкӑсемпе койкӑсем ҫинче, суран ҫыхмалли пунктӑн юнланса пӗтнӗ урайӗнче; анчах та ҫав ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, Сапун-ту тӗлӗнче шурӑмпуҫ шевли выляма пуҫларӗ, йӑлкӑшса тӑракан ҫӑлтӑрсем шупкалчӗҫ, шавласа выртакан тӗксӗм тинӗсрен шурӑ тӗтре хӑпарма тытӑнчӗ, хӗвелтухӑҫӗнче йӑмӑх хӗрлӗ ҫутӑ йӑлкӑшма пуҫларӗ, янкӑр кӑвак горизонт тӑрӑх шӑвакан шупкарах хӗрлӗ ҫинҫешке пӗлӗтсем тара-тара ҫухалчӗҫ, ҫав-ҫавах, иртнӗ кунсенчи пекех, ыйхӑран вӑраннӑ тӗнчене савӑнӑҫпа юрату, телей сунса, хӑватлӑ та ҫав тери илемле хӗвел ишсе тухрӗ. — Мӗн пулмалли пулчӗ ӗнтӗ, — сиввӗн ответлерӗ Ерофей Кузьмич. — Эпӗ мар, эпӗ мар! Хушса юрламаллине ҫеҫ лайӑх астӑвать, ҫавӑнпа вӑл ӑна темиҫе хутчен те юрларӗ. Вӗсен хӑйсен калаҫасси пурччӗ ӗнтӗ — Ленинград, пӗрне пӗри алӑ хӗссе тӑнӑ чух хӑйсен манран ҫывӑх ҫынни тӗнчере те ҫук пулсан та, вӗсенчен эпӗ хам та инҫеччӗ пулӗ. — Мӗнле-ха кунта хуйхӑ! — терӗ, тусемпе тинӗсе хӑюсӑррӑн пӑхса, ватӑ казак, ҫамрӑк хӗрарӑма, кинне пулас, чӗнсе. Хӑна хӑналӑх вӑхӑтӗнче кӑна аван… …Сӗм вӑрманпа ниҫта этем ури йӗрӗ курмасӑр пынӑ хыҫҫӑн, виҫҫӗмӗш кунне кӗтмен ӗҫ пулса иртрӗ. — Тен, ҫав ирӗклӗ ҫӗр тени хутор ҫӗрӗн вӗҫӗнче пулӗ те, вара мӗнле? Ача пӗр сӑмах та чӗнмен, анчах хӑйӗн йӑлтӑртатакан куҫӗсенчен вӑл хӑй тӗл пенипе савӑннине пӗлме пулнӑ. Падре ҫав кунсенчи пек паттӑр та савӑнӑҫлӑ пулнине Артур нумайранпа курман. Лось васкавлӑн тумланчӗ, Гусева вӑратмасӑр вулавӑша кайрӗ, анчах шаккасан никам та чӗнмерӗ. Эпир малтан Джим кравачӗ айне шуса кӗтӗмӗр, унтан хӳшӗ варнех тухрӑмӑр. — Кӑтарт-ха. Мӗнпур рабочисем ӗҫлеме пӑрахса тата пурттисемпе ыййисене йӑтса лешсем мӗн каласса кӗтсе тӑчӗҫ. Ывӑнса ҫитсе тарласан, вӗсене пӗвене е юханшыва чӑмтараҫҫӗ. Том, эпӗ сире карапа компаспа мӗнле тытса пымаллине вӗрентӗп. Округран Берездова бандитизмпа кӗрешекен отряд яраҫҫӗ. Тепри, унпа юнашарри, урапа тӗпӗнче выртать: урапа хӗрринчен тытнӑ ырхан аллисемпе ҫӳлелле ҫӗкленӗ чӗркуҫҫийӗсем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ ун, чӗркуҫҫийӗсем мунчала пек, унталла та кунталла ҫапкаланса пыраҫҫӗ. Унӑн юлташӗсем, вӑл кӑшкӑрнипе вӑранса, палуба ҫине пуҫтарӑнса ҫитрӗҫ те, горизонтра аванах курӑнакан ҫыран ҫине пӗр чӗнмесӗр пӑхма пуҫларӗҫ. Егорушка та хӑй выртакан лав тайӑлса илсе малалла туртӑннине, чӗриклетме тытӑннине сисрӗ. Хама валли канлӗ пурнӑҫ ҫапӑҫса илтӗм, тӗрӗс влаҫа хӳтӗлерӗм, вӗсем пур мана карланкӑран… Бобров именчӗклӗн кулнӑ, анчах унӑн пӗчӗк куҫӗсем Фомана пӑта пӑри пек шӑтарнӑ. Городцов пӗр хӗрӗх ҫулалла ҫитет пулмалла. «Сана, ерипен пыраканскере, илсе килсе ярасчӗ ҫакӑнта!» — аса илчӗ Давыдов райком секретарьне. Ӗнер те, паян та, иртнӗ ҫул та — ялан пӗр пекех, пин ҫул та пӗр минут майлах иртнӗ. Чирлӗ ҫын ҫыхӑнусӑр калаҫса выртнине вӑл ытла та нумайччен итленӗ. Пур ҫӗрте те ӑс-тӑн нумай, анчах эпӗ айван та тӗттӗм. — Мӗн шуйттанне кӑшкӑратӑр эсир унта? — Ҫавӑн пек вӑл! — савӑнӑҫлӑн килӗшнӗ Ерофейӗ. Аппарат тӗксӗм тӳремлӗх ҫийӗнчи пӗлӗтсене касса-ҫурса вирхӗнет, уласа-мӗкӗрсе тата силленсе-чӗтренсе майӗпен-майӗпен анать. Столовӑйра тата Бубенчиковсен пӗр тӑхлаччи ларатчӗ-ха, анчах хӑш тӑхлаччи иккенне уйӑрса илеймерӗм те эпӗ, те хама тахҫан щеткӑпа ҫаптарма хӑтланни, те качака йӑпатма юратаканниччӗ. — Хӑвӑртрах ӗнтӗ, сеньор Висенте, — тесе команда парать Диаз, лешӗн ҫав тери хӳшӗрен тухас килменнине кура. Пӗр ҫулталӑкран халиччен ҫав тери хитре пулнӑ тата пурне те куҫран пӑхтарнӑ хӗре палласа илме те йывӑр пулнӑ. — Тӳрлен, Семён Васильевич, сывал, турӑ сывлӑх патӑрах, нумай ҫулсем пурӑнмалла тутӑрах сана! Тинӗс тӗпӗ таса та хӑйӑрлӑ. Юргин аллинче мулкач пуррине асӑрхамасӑрах, салтаксем винтовкӑсемпе гранатӑсем тытса, пӗрин хыҫҫӑн тепри ун ҫумӗн иртсе кайрӗҫ те, пӑхкаласа тӑмасӑр, хыпаланнипе стенасем ҫумне ҫапӑнкаласа, траншея тӑрӑх икӗ еннелле чупрӗҫ. Пирӗн ӗҫе паллӑ ӗнтӗ: мӗн хушнӑ, ҫавна ту, повозкине вӑт темӗнле салтака шанса пӑрахса хӑвартӑмӑр, япала ҫыххи те салтнипех выртса юлчӗ. — Пире пӗр Англи кӑна ҫак чир-чӗртен сиплеме пултарать. Вӑл мана хуравлать: «Ан ҫулӑх, ухмах!» — тет. Эпӗ пӑшӑрхана пуҫларӑм, пӗтӗм ҫан-ҫурӑм сӑрӑлтатса чӗтӗрет. Пыр, тет, майлаштар-ха, Флинта парать. — Тухтӑра кам кӑларнине пӗлетне-ха тата? Мужиксен ҫарӗнче халь геройсем пур, пуҫлӑхсем ҫук. Ытах кирлӗ пулсан, эпир сана ҫӗнӗ качака таки илсе пама пултаратпӑр. Туссем хатӗрленсе тӑчӗҫ. Эпӗ нумайччен ҫывӑрса каяймарӑм. — Юрӗ, эппин, — терӗ Гекльберри. — Эппин, килӗштерер. Халь ҫырса кӑтартакан ӗҫ пулса иртнӗ чухне чикӗ хӗрринче нимӗнле таможенный чиновниксемпе объездчиксем те пулман. Андрей чӑнкӑ ҫыр хӗрринчен аялалла сикрӗ. Ултӑ сехет ҫурӑра пирӗн карета вокзал умне пырса чарӑнчӗ; пиччен темӗн чухлӗ ҫыхса чӗркенӗ япалисене ещӗкӗсене, ҫул ҫине илсе тухнӑ нумай ӑпӑр-тапӑрӗсене ҫӗклесе, турттарса, ярлыксем ҫыпӑҫтарчӗҫ те, багаж вагонне кӗрсе вырнаҫтарчӗҫ; ҫичӗ сехет тӗлӗнчен эпир вагон пӳлӗмне кӗрсе пӗр-пӗрне хирӗҫ пӑхса лартӑмӑр. Анчах манӑн унсӑр пуҫне тата икӗ ача пур вӗт-ха, ӑна та калама ҫук шел. — Ҫак кирлӗ мар япала халь те пулин хама итлет иккен-ха!.. — терӗ игумен. — Маншӑн пур-пӗрех. Халӗ ман черет. Ӑна вӗҫертсе яр та, ӑҫталла каяс килет, унталла кайтӑр. Акӑ халӗ кунта нимӗн те юлман: вӑрман та пушӑ вырӑн тата никам хускатман шӑплӑх ҫеҫ тарать… Ҫапла ирттеретпӗр эпир вӑхӑта курӑк ҫинче йӑваланатпӑр, шӑплӑха тӑнлатпӑр. Эсӗ те, эсир те тесе калаҫкаланӑ май вӑл эсӗ тесех калаҫма тӑчӗ, анчах эпӗ ӑна тӳрех ӑнланмалла: «Манпа эсир тесе калаҫӑр» тесе систертӗм те, вӑл пӑхӑнчӗ. Ну, маттурсем! Юлашкинчен амӑшӗ: Оля ман патра пурӑннӑ чух пӗрмаях ҫывӑратчӗ, ҫывӑрман чухне ялан сан ҫинчен калаҫатчӗ, тесе хушса хунӑ. Те хӑй ирӗкӗпе ҫулнӑ вӑл, те ҫав ҫӗре чухӑнсенчен камран та пулин вӑрттӑн сутӑн илнӗ — калама пултараймастӑп, пӗлместӗп. Сывӑ пул, савӑнӑҫӑм ман! — Ун вырӑнне Воропаев юлташ вӑрҫӑ ҫинчен мӗн те пулин каласа патӑр. Хӗрарӑмран хӑрать пулать-и-ха!» — шухӑшларӗ вӑл, вара, кресло ҫине Ситниковран каях мар сарӑлса ларса, юриех ирӗклӗн калаҫма пуҫларӗ. Одинцова ҫутӑ куҫӗсене илмесӗр ун ҫине пӑхса тӑчӗ. — Ҫук. Сан юратнӑ каччу паян хӑвна кӑкӑрусем хушшинчен чуптуса: «Мӗнлерех чаплӑ шӑршӑллӑ сан ӳтӳ, о ман савниҫӗм!» — тесе каланӑ самантра мана аса ил вара эсӗ. Игнат вара, аллисене унӑн хулпуҫҫийӗсем ҫине хурса, кулкаласа, куҫран пӑхса илнӗ. Ҫапла пулса тухрӗ те-ха… (мӗскӗнсем!), тесе те каласа хучӗ. — Эсӗ, ман ҫума ларӑр, — терӗ Анна Васильевна, — эсӗ Hélène, хӑнана йӑпат, эсӗ, Раиl, тархасшӑн, ан ашкӑн тата Zoéне ан виртле. Иртнӗ кунсенче ӑна онбаши Эмексиз йыттипе мӗн пулса иртнине каласа панӑччӗ, вӑл ҫавна та асне илчӗ. Шел, питӗ аван ачаччӗ! Леш, кӑшт ҫӗкленсе, йӗмне ҫӳлелле туртрӗ те, хӑй ҫине кӑшкӑрнипе хӑраса, катӑк шӑлӗсем витӗр кӑшт тытӑнчӑклӑн:— Эпӗ хам та пӗлместӗп. Хӗре пролетка ҫине лартса янӑ чух господасем мана укҫине тӳлерӗҫ, — хӑшӗ кама хӗненипе мӗн ӗҫ пур манӑн? Анчах, хӑй ырӑ ӗҫ тунине пӗлсе тӑрса, вӑл пуҫланӑ ӗҫе пӑрахасшӑн пулман, пур ҫӗрте те кивҫен шыранӑ, юлашкинчен ҫак ростовщик патне ҫитнӗ.